Шырав: тислĕк

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

апатлантар

2.
подкармливать (растения)
улмуççисене тислĕк шывĕпе апатлантар — подкормить яблони навозной жижей

кăмпа

грибной
ăвăс кăмпи — подосиновик
ăвă кăмпи — древесный гриб, трутовик
йывăç кăмпи — древесный гриб, трутовик
кăтра кăмпа, ака кăмпи — сморчок
масла кăмпа — масленок
сар кăмпа — лисичка
сăвăр кăмпи — дождевик
сыр кăмпи — дождевик
çерем кăмпи — опенок луговой
карта кăмпи — опенок луговой
çерем кăмпи — шампиньон
тислĕк кăмпи — навозник, поганка
тунката кăмпи — опенок
хурăн кăмпи — подберезовик
хыр кăмпи — волнушка
шăна кăмпи — мухомор
шурă кăмпа — боровик, белый гриб
яка кăмпа — сыроежка
майра кăмпи — сыроежка
кăмпа аври — ножка гриба
кăмпа туни — ножка гриба
кăмпа шлепки — шляпка гриба
кăмпа тымарĕ — мицелий, грибница
кăмпа яшки — грибной суп
кăмпа çумăрĕ çăвать — идет грибной дождь

компост

компостный
торфпа тислĕк компостчĕ — торфо-навозный компост
компост имçамĕ — компостное удобрение
компост шăтăкĕ — компостная яма
компостпа имçамла — удобрять компостом

купа

1.
общее название сложенных или набросанных предметов
— перевод зависит от того, о каком предмете идет речь:

куча, груда, кипа, стопка, бурт и т. д.
кĕнеке купи — стопка книг
çатрака купи — куча хвороста
çĕр мăмăк купи — кипа хлопка
тислĕк купи — навозная куча
чул купи — груда камней
пĕчĕк купа — кучка, маленькая куча.

лав

2.
воз (как единица счета)
пĕчĕк лав — неполный воз
пысăк лав — полный воз, большой воз
уя çĕр лав тислĕк кăларнă — в поле вывезено сто возов навоза

лар

22.
накапливаться, откладываться
кĕркуннепе упан çу ларать — к осени у медведя откладывается жир
витере тислĕк нумай ларнă — в хлеву накопилось много навозу

нăрă

жук
Колорадо нăрри — колорадский жук
мăйракаллă нăрă — жук-носорог
сар нăрă — 1) майский жук 2) перен. увалень, копотун
тислĕк нăрри — жук-навозник
упа нăрри — медведка
шыв нăрри — жук-плавунец

ĕне нăрри — личинка овода

салат

VI. глаг.

1.
разбрасывать, раскидывать
рассеивать, распылять

удоб-ренисене вĕçетмĕше салатни — распыление удобрений с самолета
тислĕк салатакан машина — навозоразбрасыватель

тасаткăч

очиститель
кантăк тасаткăчĕ — стеклоочиститель, дворник разг. (на лобовом стекле автомашины)
тислĕк тасаткăчĕ — навозоочиститель (механизм)

тăк

2.
сыпать, высыпать, просыпать, рассыпать
бросать, сбрасывать

бомба тăк — сбрасывать бомбы (в большом количестве)
кĕрпе тăк — просыпать крупу
тислĕк тăк — вывозить навоз (на поля)
имçам тăк — вносить удобрения, удобрять (землю)
тăкса тултар — насыпать, набросать (много)
тăкса яр — 1) пролить, разлить 2) просыпать

тĕмеске

2.
куча, кучка
кăткă тĕмески — муравейник
тислĕк тĕмески — навозная куча

тислĕк

навоз, помет

тислĕк

навозный
кайăк-кĕшĕк тислĕкĕ — птичий помет
çĕрнĕ тислĕк —  перегной
тислĕк купи — навозная куча
тислĕк кăлар — вывозить, навоз (в поле)
уя тислĕк так — унавоживать поле
тислĕк тăкман çĕр — неунавоженная земля

тулăхлан

2.
становиться плодороднее
тислĕк тăкнă çĕр тулăхланать — унавоженная земля становится плодороднее

хĕр

3.
преть
тлеть

тислĕк хĕрет — навоз преет
тырă нӳрĕпе хĕрет — зерно преет от влаги

хурт

1.
червь, червяк
гусеница

купăста хурчĕ — капустная совка
лĕпĕш хурчĕ — гусеница
çĕр хурчĕ — земляной червь
тислĕк хурчĕ — навозный червь
тымар хурчĕ — проволочник
хурт йĕнни — куколка
хурт çамки — кокон

хыр

4.
чистить, очищать, расчищать
тислĕк хыр — убирать навоз (из хлева)
юр хыр — расчищать от снега (напр. дорожку)

шĕвек

3.
жижа
тислĕк шĕвекĕ — навозная жижа

çĕр

V. глаг.

1.
гнить, преть, тлеть, разлагаться
çĕрнĕ çулçă — прелые листья
çĕрнĕ тислĕк — перегной
çĕрнĕ шăршă — запах гниения
нӳрĕпе çĕр — гнить от сырости
шалтан çĕр — разлагаться изнутри
пĕрене çĕрме пуçланă — бревно начало гнить
çĕрсе кай — сгнить, истлеть
тумтир çĕрсех кайнă — одежда вся истлела
Пулă пуçĕнчен çĕрме пуçлать, йывăç — варриичен. — посл. Рыба портится с головы, а дерево гниет с сердцевины.

çĕрлен

1.
перегнивать, сгнивать
тислĕк çĕрленнĕ — навоз перегнил

çĕрт

1.
гноить
çĕртсе пĕтер — сгноить (все)
çĕртсе яр — сгноить (совершенно)
тислĕк çĕртмелли вырăнсем — хранилища для перепревания навоза

ăман

1.
червь, червяк
мăн ăман — крупный червь, выползок
çĕр ăманĕ — земляной червь
тислĕк ăманĕ — навозный червь
ăман кăлар — накопать червей (для рыбной ловли)
вăлтана ăман тир — насадить на крючок червяка

усрав

4.
хранилище
çĕрулми усравĕ — картофелехранилище
тислĕк усравĕ — навозохранилище
пахчаçимĕçе усрава хыв — заложить овощи в хранилище
водохранилище — шыв усравĕ

тирĕс

I. диал.
то же, что тислĕк

тирĕслĕк

то же, что тислĕк

тислĕк


тислĕк кăмпи — 1) шампиньон 2) поганка, гриб-навозник

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

сӳре

боронить. Баран. 108. Çĕре тислĕк тăкса çемçетнĕ хыççăн, ăна лайăхрах витерсе сӳрес пулать. N. Икĕ кон сохаларĕ: хам хыçран хамăр кĕсрепе сӳресе путăм (= пытăм). СЧУШ. Атте сухана кайма тытăнчĕ, мана сӳреме илсе каяс, терĕ. || Делать развод, разводить (зубья пилы). Шарбаш.

çемçет

(с’элз’эт’), смягчить. Орау. Пыр шăтăкне çемçетет çак сĕт... кăккăра çемçетет. Изамб. Т. Час-часах кĕрӳ халатне юри хывма ирĕк памасть, вара кĕрĕве тумлантаракан арăм чуп тăвать. Ул вара аллисене çемçетет. || В перен. смысле Кан. Хăйсен варлисемпе кăмăлĕсене çемçетсе ларчĕç. Альш. † Ырă тантăшçăм (çавă), хытă сăмах ан кала: кăмăлăмсе çемçетеймĕп. (Хĕр йĕрри). || Удобрять (землю). N. Эпир çĕре çемçетмешкĕн тислĕк (тирĕс) анчах мар, урăх япаласем те тăкатпăр. Кан. Тата, çарансене сӳресе, ун çине çемçетекен япаласем тăкмалла. || Ослаблять, опьянять. Орау. Тапак туртсан, пĕтĕмпех çемçетсе ярать, хуть те çавăнтах кукленсе ан. ||Избить. N. Ăна вăрăсем пиллĕкĕн тапăннă, тит те, пиллĕкĕшне те хăй пĕчченех çемçетсе хăварнă, тит (он им всем пятерым наклеил).

çинче

(-џ̌э-), назв. старинного чувашского праздника. См. çинçе. Т. IV. Çинчере кĕпе çусассăн, тислĕк тăксассăн, çĕр чакаласассăн, кăмака шăлсассăн, тата урăх çавăн пек ĕçсем тусассăн, аслати çапат, теççĕ. МПП. Çинче, праздник перед троицей, продолжавшийся З дня, когда проводилось множество игр и совершалось жертвоприношение „чӳк“; полевые работы прекращались. Орау. Çинче вăхăтĕнче çĕр пĕтĕ пулать, ма таккулăха (зря) çĕре çапса ларатăн?

тем те пĕр

всякая всячина. О сохр. здор. Вĕсем темм те пĕр, тислĕк (тирĕслĕк) е урăх таса мар япаласене тăкакан пĕвесенче, кӳлĕсенче, юхан шывсенче пулаççĕ (глисты). СЧЧ. Хăй тем те пĕр каласа чӳклет, тет. Янш.-Норв. Тĕлĕкре ăна иесем тем те пĕр тума вĕрентеççĕ. Н. Карм. Ну, эппин эсĕ иртнĕ çура ман аттене тем те пĕр каласа пĕтертĕн (говорит волк ягненку). N. Тем те пĕр курнă (я видел) кĕçĕр тĕлĕкре. Могонин. Унта вăл çынсем тем те пĕр (всякую всячину) илсе тавăрннă. Сред. Юм. Тем те пĕр илсе толтарнă. Накупил разных вещей, всякой всячины.

теме

неизвестно почему; почему-то. См. темме. Виçĕ пус. 19. Выльăх чĕрлĕх нумаях пулман пирки, уйне (хирне) пĕтĕмпех тислĕк тăкса юсас теме шухăшламалли те пулман унăн. N. Пĕр эрне теме ман питĕ ăшăм çунчĕ.

тиркĕ

(тиргэ̆), блюдо; миска. СТИК. Тиркĕ — ăшăк (неглубокая) йывăç чашкă. Ib. Тиркекене тиркĕ тĕпĕ тивнĕ, теççĕ. Богдашк. Тислĕк çинчи кăмпасем тиркĕ пулса лараççĕ (описка вм. тирки? см. это сл.); вăйя тухман хĕрĕсем карчăк пулса лараççĕ. N. Пĕр вакăра хĕрĕх çерçи. (Тиркĕри салма). Ст. Чек. Ай, чашки, ай, тиркĕ. Ау 340. † Тирки-тирки вир пăтти, çусăр çисе пулас çук.

тислĕк

(тисл’э̆к, т’исл’э̆к’), навоз. См. тирĕс. Альш. Навус тăкнине, купине тислĕк теççĕ. N. Эпĕ, ун тавра чавса çавăрăнса, йĕри-таврашне тислĕк купаласа пăхам. Ёрдово. Хĕлле те лашисем картара тислĕк анчах туса тăраççĕ. Вишн. 70. Çавăнпа ĕнтĕ хăш-хăш çăлсенче шыв тислĕк шăршлă пулать (с запахом навоза).

тислĕх

то же, что тислĕк. N. Унăн пуçĕ пĕлĕте тивсе çӳресен те, унăн тислĕкĕ (в рукоп. тислĕхĕ, тирĕслĕхĕ) епле çĕрсе пĕтет, вăл хăй те çавăн пек ĕмĕрлĕхех пĕтсе ларĕ.

тиçмĕк

неизв. сл. (описка вм. „тислĕк“?). СПВВ. МС. Эсĕ кĕпене тиçмĕк пек тунă.

тăваттăмĕш

четвертый. Юрк. Тăваттăмĕшне вара кĕвентипе йăтма хатĕрленет. Зубрилин. Тăваттăмĕшĕнчен (в четвертых) тата — çĕре навус (тислĕк) тăкса, çĕнетсе ĕрчевлĕлетес пулать.

хăяр

огурец. К.-Кушки. Хăяр йӳçсе çитеймен-ха. Огурцы еще не усолели. N. Эпир хăяр пасартан илетпĕр. ГФФ. † Тваткăл пахчи, хăяр пахчи çеçки сарăлсан илемлĕ. Четырехугольный огород, огуречный огород, бывает красив, когда расцветут огурцы. НР. † Пахчи, пахчи, хăяр-пахчи, хăяр çисе ӳсрĕмĕр. Бахчи, бахчи, огуречные бахчи! Питаясь огурцами выросли мы. Виçĕ пус. Илер эпир пĕр хăяр вырăнне: ун çине çĕнĕрен тислĕк тăкмасăр кашни çулсерен пĕрмаях хăяр акса тăрар. Мĕн пулĕ-ши вара?

коштăрка

куштăрка (кушты̆рга), подсохнуть, просохнуть. Альш. Пит куштăркаса кайнă (кожа стала неровною, напр., от плохого мыла). Слеп. Çилпеле коштăркаса каять (лицо), шатраланать. Ib. Тота хĕрри коштăркаса кайрĕ. Шибач. Пит коштăркаса кайрĕ (лупится, от солнца). Хурамал. Пушăт куштăркаса кайрĕ (хĕвеле йĕпетсе пăрахсан = типсе кайрĕ). Ib. Пит куштăркарĕ (обветрело, как будто его колег). Янтик. Алăсем пĕтĕмпех куштăркаса кайнă (стали шершавыми, грубыми). N. Тислĕк вара йăлтах куштăркаса типсе каять. В. Олг. Коштăркаса кайрĕ (зачерствел). Трхбл. Пахчари йăрансем çинче çĕр куштăркаса кайнă (или: кушнă). СТИК. Çилпе типсе кайнине: куштăрканă, теççĕ. Ib. Тута чыс куштăркаса карĕ (В Сред. Юм. кôштăрканă).

тĕл

определенное место. Баран. 121. Хирсенче хура тĕлсем нумайланнăçем нумайланса пыраççĕ. N. Ялан вырăнтан вырăна куçса çӳретпĕр, татах тĕлĕ çук. N. Хветĕрĕн хăйĕн атрĕс çырма тĕлĕ çук. Ст. Чек. Кайсан-кайсан кайнă тĕле çитеççĕ. Скотолеч. 15. Хăш чухне пĕр тĕлте анчах, хăш чухне ик-виç тĕлте шыçать. Шыçнă тĕлти вĕриленсе тăнăçемĕн пысăкланса пырать. Регули 1200. Çавă тĕле (çавăн тĕлне) кил. Ib. 744. Пĕр тĕлтех çавăрăнса вĕçсе çӳрерĕç. Сред. Юм. Тохса çӳрес-ха çола, килте ларса полмас пĕрмай, эрне кăçта каймаллин тĕлĕ çок та, топимăпа шырасан кăçта та полса майлă вырн. Чăв. й. пур. 35. Икĕ ывăлĕ икĕ тĕлте уйрăм пурăнаççĕ. Скотолеч. 23. Тавăрăнса кайнă тĕлтине çивĕчĕ çĕçĕпе касса пăрахас пулать. Изамб. Т. Пирĕн çарансем пур тĕлти те аван. Юрк. Ик-виç тĕлте имени пулнă, темиçешер çĕр теçетине çĕр пулнă. Чебокс. Урăх тĕлелле каяр. N. Виçсĕмĕр виç тĕлте çӳретпĕр. Календ. 1904. Укçа янă тĕле çитсен çав купона укçа илекен çынна касса параççĕ. Кан. Анӳ тĕлне пĕлетĕн-и вара? Нюш-к. Пăшала персе ярсассăн хайхи çын тĕлĕ тĕтĕм пек пулса куçран çĕтет. N. Тислĕк купи тĕлĕнче (тырă) лайăх пулать, ытти тĕлте начар пулать. Скотолеч. 21. Суран (рана) тĕлне пăр е юр хурас пулать. Вишн. 73. Тата хăш-хăш çĕрте тăм чумлексем ӳпĕнтерсе хураççĕ; вара хăшин ăшĕ ытларах йĕпенет, çавăн тĕлне пусă алтаççĕ вара. Б. Яуши. Пирĕн тĕле пĕлмесессĕн, анат касра кĕтесре, улма сатне пăхса пыр. Хурамал. Вăл сасă салтак пурăнакан тĕле çитсен чарăннă. О сохр. здор. Хăш чухне лаша тăлхарса кăларсан е ĕçнĕ чух шыва юлсан, çав манка çыннăн ӳтне суран тĕлне лекет те, çын та вара çав чирпех чирлет. N. Эсĕ çул тĕлне пĕлетĕн-и? Пиччу хăни тĕлне пĕлетĕн-и? Ала 81. Кăтартăр-ха мана унăн тĕлне (где он живет). Холера З. Каснă тĕлĕнче ыратни, пăртак вĕриленни, вăйсăрлăх часах иртсе каять (при прививке). Изамб. Т. Ют ялтан ывăнса килнисем ларнă тĕлтех çывăрса каяççĕ. Нюш-к. Ашшĕ курнă укçа тĕлĕ кăçта у тесе ыйтрăм (где видел его отец деньги). N. Ик-виç çеккунт та иртмен-тĕр, шыв юхăмĕ ăна çирĕм чалăш тарăнăш тĕлне юхтарса илсе кайнă. N. Эпир çапла пĕр тарăн тĕлте пысăк пулă тытрăмăр. Скотолеч. 12. Шыçнă тĕле тутăр татăкне ăшăтса е ăшă шывпа йĕпетсе çыхас пулать. Ib. Тачка ӳт тĕлне сĕрме юрамасть, хул çумĕнчи аяк пĕрчисем тĕлне сĕрес пулать. Дик. леб 30. Çав пӳрт тĕлĕнчен иртсе пынă чух, çурăм-пуç тин шуралса килнĕ. Ядр. Сасартăк манăн пĕр чĕпĕ пĕр шăтăк тĕлне пулчĕ те анчĕ кайрĕ. N. Вилсен ăна масара пытарнă. Вăл масара чăваш масарĕ теççĕ. Унăн шăтăкĕ тĕлĕ халĕ те пур. Кан. Вĕсем ялти кулаксем тĕлне пĕлмен çынсем. || Иногда переводится как дом. ГФФ. † Йăван лаши хора лаша, Татьян тĕлне çитсессĕн... Ивана вороная лошадь как поверстается с домом Татьяны... ГФФ. † Татьян сăхмань хора сăхман Йăван тĕлне çитсессĕн... Полы Татьянина черного кафтана, как дойдет она (Татьяна) до Иванова дома... ГФФ. † Йăш-яшти яш ачи, олах тĕлне пĕлмесĕр, пӳрт кĕтессинче çĕр каçнă. Пригожий парень, не найдя дома, где были посиделки, провел ночь за углом избы. А.-п. й. 89. Улпут тĕлне çитсессĕн, ларчĕ пĕрене çине. || Местность. Ала 14. Нимĕн тĕлне те пĕлмен вăл (не знала местности), каç та пулма пуçланă. || Случай. N. Ĕмĕр тăршшинче ĕçес килнĕ çынсене шыв парса ăшне кантарса ярас тĕл сахал килет. Регули 1478. Пирĕн çок полчĕ, лапкара та пĕтнĕ тĕл полчĕ. N. Икшер-виçшер кун çăкăр курман тĕлсем те пулчĕç. Баран. 127. Пĕтес тĕл килсен, упа тем пек хаярланса çитет. || N. Сиртен мана çыру илме тĕлĕ çук. || Толк. Орау. Эпĕ уйăхсем çинчен пайтах çынтан ыйткаларăм та, çапах та тĕлнех тупимарăмăр. N. Çывăрни тĕлли çук: пĕр куç хупăнса выртать, тепри уçăлса тăрать тенĕ пек анчах вырткаласа тăратпăр. Юрк. Ыттисем вĕрентем тĕлĕ пулмарĕ. N. Ним тĕлне пĕлместĕп. N. Çапла эпир нимĕн тĕлне пĕлмесĕр шухăша вылятса тăратпăр. Сборн. по мед. Кирек епле ĕçе те тĕлне пĕлсе шухăшласа тума кирлĕ. N. Ĕçе тĕлне пĕлсе ĕçле. || Специальность. Альш. Пĕлетне мĕн эсĕ вăл тĕле. Разве ты знаешь и это дело, и эту специальность. || Признак. N. Мир полас тĕлĕ çок халĕ. || Время. N. Пĕр тĕлте, одно время. Баран. 167. Хĕлле тайкара хăрушă сивĕсем, кутсăр-пуçсăр тăмансем пулаççĕ. Çул кайма тухнă тĕл килсен, вилмесĕр юлакан нит сахал. || Цель. N. Çавăрса хур пĕр сăмах та пулсан, тен тĕле килĕ! Изрыгни что-нибудь, авось в цель попадешь. N. Тĕл тиверт, попадать. ЧК. Тĕл пеме вĕренес килет. Ib. Шкулти тĕл перекенсен кружокне (стрелковый кружок) Михайлов юлташ ертсе пырать. || Ашшĕ амăшне. Ăна вара çывăрнă тĕллипех (сонного) тăлăпсемпе, чаппансемпе лайăх хупăрласа çуна çине вырттарнă та, Лисахви килне илсе тавăрăннă. || Во-время. N. Сасартăк килсе эсир çывăрнă тĕле ан пултăр. Урож. год. Апат тĕлнех пултăмăр. || Как раз. Кан. 1929. Хăш-пĕр чухне чăхăмçă этемсемпе те тĕлех килсе тухаççĕ. N. Эпĕ çавăнпа сан пата пиçмо ятăм: эсĕ унтан кайнă тĕлех пулнă. К.-Кушка. Çатан урлă сикрĕм те, ура пылчăк çине тĕлех пулчĕ. Перепрыгнул через забор и попал ногой в грязь. Кан. Унта пĕр питĕ тĕлех кăларакан карчăк пур тет те... Панклеи. Ялта пĕр пӳрте кĕрет те, олах тĕлнех полать (попадает как раз на посиделки). N. Пирĕн тĕлех пулчĕ. || В отношении. N. Эпĕ ку авланнă тĕлтен тата телейлĕрех пулмаллаччĕ-ши? Юрк. Эсĕ пур япала çинчен те пĕлетĕн? Çавна мана çынсем умĕнче каласа парсам. Эпĕ сана çав тĕлтен пулăшăп. Альш. Кунта харпĕр килне ăрасна касмăк-пичĕке çук. Ӳретниксем пире вăл тĕле хĕсмеççĕ. || Около (места). Ярмушка-к. Кункал виçĕ шыт çӳлĕшĕ, сарлакăшĕ хырăмĕ тĕлĕнчепе 7 вершук пур пач тӳрĕ (в диаметре), тĕпĕ пенчинче сарлакăшĕ — пăймаклинче 5 вершук анчах (в диаметре). N. Çич çул юппи тĕлĕнче тăват аршăн юр çунă. Кан. Çу савăчĕ тĕлĕпе Етĕрненелле мăн çул анса каять. Регули 1163. Эп çол çинче вăлсам ялĕ тĕлĕнче топрăм. Ib. 1159. Вĕç çав йăвăç тĕлĕнче тăракан çын. Ib. 1162. Пирĕн тĕлте хыçалта тăчĕ. Эпир. çур. çĕршыв. 11. Улçа юпи тĕлĕнче, кăмака ани патĕнче, вучах пур. Ск. и пред. чув. 64. Кăкăрĕ çинче, чĕри тĕлĕнче сенĕкпе чикнĕ вырăн çара юн. Якейк. Чӳркӳ тĕлĕнчен айăккала пăрăнса каймалла. Капк. Ваçуксене: эсĕр пирĕн тĕлти мулкачсем, тесе хăлхинчен туртса хăратнă. N. Пĕр-кун сана вăйлă вăрçă çук пирĕн тĕлте тесе çырнăччĕ. Кан. Пăшалпа хырăм тĕлĕнчен перет. Альш. Тимĕрçĕ хытăрах итлет те, ача сасси тĕлне сирсе пăхат, тет. Кан. Канавне тата карта тĕлĕнченех ямалла тунă. Скотолеч. 26. Улма е чĕкĕнтĕр тавăрашĕ хăш чухне карланкине ларат, хăш чухне кăкăрĕ тĕлне ларать (застревает). || Около, приблизительно (во времени). N. Эпĕ праçник тĕлĕнче польнитьсара выртрăм ик эрне. Кан. Ачана кăнтăрла иртсен пĕр сехет тĕлне çуратса пăрахрĕç. Ib. Шупашкара каç пулттипе пĕр пилĕк сехет тĕлнелле çитеççĕ. Ib. Хут пĕлменнисемпе сахал вĕреннисене шкулта улт сехет тĕлнелле ямалла. N. Улттăмĕш сехет тĕлĕнче. N. Иван! Пыр ман патна паян пĕр виç сехет тĕлнелле. N. Ыран воник сахат тĕлĕнче килеп. Хот илмелле. N. Кăнтăрла иртсен, пĕр виç сехет тĕлĕнче. Ачач 23. Çимĕк тĕлĕнче вăрманта çуралнă тесен, Тимуш ялан хавасланнă пек пулнă. Ск. и пред. чув. 19. Чи çурçĕрĕн тĕлĕнче çичĕ юлан тухаççĕ, Хура шăрчăк уйĕнче каллĕ-маллĕ чупаççĕ. || Напротив. Çутт. 82. Ăна эпĕ куç тĕлне турăм. Пирĕн ял. Ламппă çути тĕлне шăп килмелле кăшкара çăмартаран пĕчĕкрех шăтарса шăтăк тăваççĕ. ДФФ. Вăрăм сак тĕлне çӳлерех пĕрене çумне пĕр пуччушши çапса çыпăçтаратчĕç. Шибач. Çав вăрман виттĕр виç кĕтеслĕ пӳрт тĕлнех полмалла полчĕ. Мăн çол. || Дик. леб З2. Эсĕ унăн чĕри тĕлне лар: вăл усал кăмăллă пултăр та, çавăнпа асаплантăр. || По. Юрк. Вăл тĕлтен вулăр. По этому предмету читайте. || По направленню. Орау. Çурт тĕлнелле пăхсан çăмăр çуни лайăхах курăнать. Регули 1160. Çав йăвăç тĕлĕпе пăх. || К. Кан. Октяпĕр револютси вунă çул тултарнă тĕле пулас çурт; каснă лартнă тепĕр уяв — Чăваш автономи вунă çул тултарнă тĕле тăватчĕç. ЧК. Паян кун тĕлне районĕпе 200 кектар çинче çĕрулми лартнă. Конст. чăв. Унтан хулара çӳренĕ чухне вăл вырăн тĕлне çитсен эпĕ: кунта пĕр Мирса Салих Керимов ятла хуçа пур, эсĕ çав хуçана тупса парайрăна мана? терĕм. Регули 1339. Той тĕлнех килчĕ. N. Ку енчи ял тĕлне илсе пыр. Кума-к. Кил тĕлне çитсессĕн (когда подьехали к дому), пысăк алăкпа кĕреймарĕ (муха). Кан. Советăн 5-мĕш çурчĕ тĕлне çитнĕ. Ib. Вăл каç пулнă тĕле вилсе те кайнă. ТХКА 53. Вăрманял тĕлне çитиччен хамах лартса кайăп сире, тет нăврашсем. А.-п. й. 71. Хай хуçа кашкăр тĕлне çитет те, ямшăкне лашисене чарма хушать. Çутт. 71. Кĕсре кашкăр тĕлнелле çите пуçласанах хăр-харт туса илчĕ. N. Кайсан-кайсан çак пĕр тырă акакан çын тĕлне çитрĕ, тет. СПВВ. Çак сăмах тĕлнех килсе кĕчĕ. N. Эпĕ хам хурланă тĕле пултăм та, çампа çампек çыртăм. N. Пирĕн сăмахсене итлемесĕр пурăнса çамрăк пуçупала таçта кайса, темĕн тĕлне пулса темĕн çапса вĕлерес, темĕн персе вĕлерес. Урож. год. Çын куç тĕлне пулнăран шыва кĕме пăрахнă. || До. НР. † Шопашкар тĕлне çитсессĕн... Как дошел до Чебоксар. Ib. † Хĕрсен тĕлне çитсессĕн... Как дошел до девушек... || Над. Изамб. Т. Пăр пуçне килсе çапсан, вăл вара карттусне пуç тĕлĕнче çӳлерех тытса тăнă. N. Туттăрĕ çине, çамки тĕлне виçĕ кĕмĕл укçа çĕлесе хураççĕ (покойнице). N. Малалла чупса пынă чух ялан пуç тĕлне кĕреçе тытса чупăр. Дик. леб 39—40. Вăл хăйĕн пуçĕ тĕлĕнчен вĕçсе пырса, ăна хĕвел çуттинчен сарлака çуначĕсемпе хӳтĕлесе пыраканни те çав кĕçĕн пиччĕшех пулнине пĕлнĕ. Она догадалась, что это он летел над ней и защищал ее от солнца своими крыльями. Орау. Çӳлте, ял тĕлĕнчех, тусем кĕç-вĕç йăтăнса анас пек ял çинелле тайăлса усăнса тăраççĕ. N. Сĕтел тĕлĕнче ламппă çакăнса тăрать. 93 çул 15. Çӳлте штик тăррисем тĕлĕнче кайăксем юрланă. ЧС. Çавăнпа вырăн тĕлне пиçихе çыхса хучĕç; тăрас пулсан çав пиçихие тытса ларатчĕ. Ск. и пред. чув. 10. Çӳлĕ тăвăн тĕлĕпе çăхан карать çăварне. || Под (прикрытием). ЧП. Йăвăç тĕлĕпелен вăл сулхăн. Собр. Выртнă упана йăвăç тăрĕнчен пăхса тăратимăн, йăвăç тĕллипе хуллен пырсан тытăн теççĕ. Толст. Хăйсем йывăç тĕлĕпе ачисенчен вăрттăн тара пачĕç, тет. Н. Якушк. Ырă аппаçăм (ятне кала), санан тĕлӳпе хумханатпăр. (Свад. п.). Полтава. Халăх пуçĕ тĕлĕнче хĕпĕртесе силлерĕ. N. Мăшăр витре йăтрăм та, шыва антăм, тăван шу пуç тĕлĕнче ай пыратчĕ. 93 çул 78. Çав виç кĕтеслĕ япала (предмет) ирхи кăвак пĕлĕт тĕлĕнче хуран курăннă. || За. Регули 1161. Эп йăвăç тĕлне тăтăм, çавăнпа вăл мана коримарĕ. Янтик. Сан тĕлӳпе мана ним те курăнмас, кай унтан (из-за тебя мне ничего не видно). N. Паян çăмăр пĕлĕчĕ тĕллипе хĕвел çутти курăнмасть. Сред. Юм. Тĕттĕм лавка хӳтипе, пурçăн хăмаç çутипе, пурçăн тутăр тĕллипе çиçпе ачи куç хыврĕ. N. † Вуник кашкăр иртнĕ чух юман тĕлне тăрса юлайрăм. || При. N. Словарь çырнă тĕлте сире эпĕ кирлĕ мар-и? || Ст. Юрк. Малашне авланас тĕлтен турă сыхлатăр ĕнтĕ (говорит один вдовец). || Для. N. Ку япала пирĕн тĕлĕмĕртен килсе тухрĕ. N. Ман тĕлтен ялта сар хĕр пулмарĕ куран. Чув. календ. 1911. Çапла тусан, русско-чувашский словарь вырăс чĕлхине вĕренес тĕлтен пире пит нумай усă парĕ. Ст. Чек. Ун тĕлĕнчен унăн пур, ман тĕлĕмрен çук. Для него он готов сделать все, а для меня ничего. Б. Олг. Тепĕр молкачă кортăм ора, карсак, тĕллерех пертĕм, ман тĕлне полимерĕ, тытимерĕм. Утăм. Ырлăх иртет ак часах ун тĕлтен. N. Унта вилнĕ çынăн кил йышĕсем калатчĕç: эй турă, мĕшĕн ялан пирĕн тĕле кăна пулать-ши, мĕшĕн пире ялан хурланса хурлăхпа пурăнмалла тунă-ши ку турă. N. Пирĕн тĕлтен пурне те пуçтарнă. Сред. Юм. Он тĕлĕнчен тем те топнать. У него всегда бывает несчастье. Ему всегда попадаются дешевые вещи хорошего качества. || О, об. КАЯ. Атте-анне уратех ĕнтĕ (сестра) тесе пит хуйхăра пуçларĕç; эпĕ, ухмахскер, хуйхăрас тĕлне пĕлместĕмч. Юрк. Янă çырăвăнта вăл тĕлтен нимĕн те асăнмастăн. || С. N. Скиф патши ывăлĕсем ашшĕ хушнине те итленĕ, те итлемен, эпир пĕлместпĕр. Çапах кил-çуртра килĕшӳ çукки усал иккенне эпир тепĕр тĕлтен куратпăр. N. Токмак тĕлне пол, встретиться с волком. А.-п. й. 40. Ула-таккапа тилĕ, çаксем тĕлне çитсен, темĕн пăшăлтатса илчĕç те, чарăнчĕç. || Иногда не переводится. ГФФ. † Кăтик-кăтик сар чăххи, кашти тĕлне пĕлмесĕр, посма çинче çĕр каçнă. Желтая курочка, не найдя своего насеста, ночевала под крыльцом.

тĕтĕрлен

дьшиться, куриться. Тюрл. Пăх-ха, мĕскер çавăнта тĕтĕрленет (курится, что-нибудь попало в очаг). Шорк. Ойра тислĕк копине вот тĕртсе янă та, темĕнчен тĕтĕрленсе (е мăкăрланса) выртрĕ.

чавкала

учащ. ф. от гл. чав. Баран. 22. Тислĕк купи чавкаланă чух автан ахах шăрçи тупать. N. Кошак чĕрнисемпе чавкалать.

чавкалан

копаться. Кубня. Автан каять те, тислĕк хĕрĕнче пăх тĕми çинче чавкаланать, тет.

шыв

(шыв), вода. НР. Атăл шывне ăсмашкăн çутă витре кирлĕ мар. Чтобы зачерпнуть волжскую воду, светлого ведра не нужно. Хурамал. Шыва ярсан, кĕмĕл ирĕлмĕ. Если пустить в воду серебро, не растворится. Ib. Шанкарчă чĕппи шыв ĕçнĕ чух хура пуллăн мĕн ĕç пур. Когда молодой скворец пьет воду, какое до этого дело рыбе? Шурăм-п. Урапа çине шыв пички лартса чуптарать. О сохр. здор. 68. Шыв тĕрлĕ пулать вăл. Ib. 71. Шыва таса тăратас пулсассăн, унта тислĕк, çӳпĕ-çапă, вилĕсем такасран чарас пулать. Ib. 69. Шывран тислĕк шăрши, кӳкĕрт шăрши, çĕрнĕ шăршă кĕрет пулсан, вăл шыв аван мар пулать. Чутеево. Шыв чечеке ларнă. Орау. Шывне виçĕ хутчен те улаштарса чӳхерĕм-çке, çапах та тасалман. Альш. Шыв çинче пĕлĕт курăнат (отражение неба). ГФФ. Калтăр-кăлтăр кăвакарчăнне, кăвакарчăнне, вăл шыв çине лармасăр, лармасăр, эпĕр çона çинчен анас çок. Пока голубь-воркун не сядет на воду, мы с саней не слезем. Трхбл. Чей куркинчи шыв çине виçĕ кашăк эрек ятăм. N. Пилĕк таран шыв çине пултăмăр. N. Пура çине шыв каять. КС. Унтан аялаллине шыв илет. То, что лежит пониже его, заливается водой. Капк. Юр ирĕлнипе кӳлленчĕк пулнă. Кĕрсе кайсан калушна шыв илĕ. А.-п. й. 74. Вершник çине улăхма тăрсанах, Ваçлей такăнчĕ-ӳкрĕ те, салатне веçех шыва тăкса ячĕ. Когда он ступил на плотину, споткнулся и упал. Пуловка с солодом покатилась в воду. Ib. 74. Ваçлей нимĕн тума аптранипе пĕр патак илчĕ те шыва пăтратма пуçларĕ. Василий не знал, что ему делать. Затем взял палку и стал помешивать воду с солодом. Ib. 74. Аха, шыв сăра пекех пулчĕ иккен-ха. Ого, вода густеет, как пиво. Сред. Юм. Шывва чăм, нырни в воду. Ib. Шыв ĕçе-тăркача ман паян саççим хырăм кӳпсе кайрĕ. Орау. Ĕçес килсех ĕçетни эс вăл шыва? Сред. Юм. Шывву полин ĕç ху çав таса марскере. Орау. Шыва выç-варла ĕçсен, чĕрене çиять. ТХКА 108. Шыв ĕçсен, йысна шыв хĕрне чăркуçланса ларчĕ те, курăк татса илсе: эпĕр ĕçмен, вырăспа майра ĕçнĕ, тесе, шыва пĕр курăк пăрахрĕ. Альш. Шыв уланă — çын шыва кайса вилессе, çын чĕрене илессе. ГТТ. Шыв чакнă, шыв ӳснĕ, шыв тапраннă, теççĕ. КВИ. Пирĕн çырман шывĕ чакнă. Орау. Çул айяккисене шыв туха пуçланă. Ib. Çул аяккисенче шыв кӳленсе тăра пуçларĕ. N. Иртнĕ çул çуркунне Атăла шыв питĕ тулчĕ. Хурамал. Кăçал çурхи шыв пит шеп юхрĕ. ГФФ. Çорхи те шывпа йохса та кайнă полсассăн... Кабы я уплыл с вешней водой. Хурамал. Сиксе-сиксе шыв юхсан, çыранĕсем епле тусет-ши? Когда волнуясь течет вода, как это только выносят ее берега! Тайба-Т. Шыв çисе пынипе çĕр ишĕлсе аннă та, юпи вара шыв айне пулнă. Когда берег от размывания водой обрушился, то столб очутился под водой. Абыз. Сарай айăнь шыв юхать. Под сараем протекает вода. Ст. Чек. Шывĕ юха пырат, пăрĕ шăна пырат. (Пир тĕртни). N. Шыв пит вăйлă карĕ. N. Çуркунне шыв кайсан... Красн. Горка. Пĕчикçĕ ачасем тимĕр кĕреçемпеле шывсене (воду в разных местах) пĕвесе çӳреççĕ. N. Шыв иртсен... Альш. Этремел хушшинче çуркунне пĕтĕмпе шыв юхать. Шыв, иртсе кайсан, унта питĕ аван курăк персе тухать. N. Кайран, шывсем юхса пĕтсен, пĕтĕм уйсам, çарансем, вăрмансам симĕсленме пуçлаççĕ. Ау 389°. Шыв ӳкмесĕр çырне ан хыпала. N. Шыв йăрлатса юхать, тонкою струей. ГФФ. Шăнкăр-шăнкăр шыв йохать хомăшпа хăях хошшипе. Вода бежит и журчит меж осоки и камыша. Юрк. Анатра арман авăрат, шыв сассипе чулĕ çаврăнат. Собр. Çын вилли вăл пит шывшăн çунать (жаждет), тет. Ала 14°. Тепĕр кайăкĕ калать: эпĕ те çавă патша çинчех шывсăр типĕтсе усратăп, тет. Кн. для чт. I, 15. Шывсем типнипе çынсем шывсăр виле пуçланă. Букв. 1886. Вара шыв шыран. Юрк. Ирĕксĕр çын пуссине шывшăн çӳрес пулат. Макка 30°. Арма (= арăма) шыва кăларнă. Жену за водой послал. Артюшк. Çав шыв хĕррине пĕр хĕр шыв илме аннă. N. Мăшăрпа шыва антăм та, хăрахпа ăсса хăпартăм — çурри тесе ан калăр. Хурамал. Çинче пилĕк йилене тăхăнсассăн, кĕвентелесе шыва каяс çук. Если надевешь бешмет с тонкою талией, то не пойдешь с коромыслом за водой. Ромс. 29. Амăшĕ шыв патне тухса кайнă. Ib. Шыв панчен килсен, люшкисене йăпăр-япăр уçса пăрахнă. Кан. Икĕ хĕрарăм тĕл пулчĕç. Пĕри шыв кӳме каять, тепĕри шыв кӳрсе тавăрăнать. Н. Седяк. Кĕлетрен тухсан, çĕнĕ çынна яшка пĕçерттереççĕ, шыва яраççĕ (за водой). Ала 67. Тата çĕнĕ çыннăн упăшки хапха умне тухса тăрать шывран таврăннă çĕре. N. Шывран килтĕм. Ходил за водой. Изамб. Т. Лаша урине шыв ансан, лашана шывра тăратаççĕ. Сред. Юм. Лаша ôрине шыв аннă (опоили). Ib. Лашава шыв антарнă (опоили). Ib. Лашана шыв лектернĕ (опоили). Ау 8°. Лаша калать: çĕртен каяр-и, çӳлтен каяр-и, шывран каяс-и, тесе каларĕ, тет. Трхбл. Ку чечексене шыва лартас пулать. Ib. Чечексем шывра пĕр эрне ларса та шанман. Орау. Пирĕн сӳс-кантăр шыврах выртать-ха кăçал халчченех. Кан. Ытла та ӳсĕмсĕр ĕç вĕт вăл: кантăр пусине тат, типĕтсе çап, шыва хут. Янш.-Норв. Çын шывра ишнĕ чухне аллисемпе яра-яра ишет (перебирает). N. Вакран шыва янă. N. Утăсем, пĕтĕм тырă пулă — пурте шыв айне юлса çĕрсе пĕтнĕ. N. Кимĕ туса шыва янă (пустили в воду). Зап. ВНО. Шыва ярсан путмĕ, çĕре хурсан курăнмĕ. (çу). Ib. Шыва ярсан путмĕ, çĕре хурсан çĕрмĕ. (Кăмрăк). Т. Григорьева. Шывăн турат çук, вутăн алли çук, теççĕ. N. Шывран таса пулма çӳретĕн. Нюш-к. Шыва хирĕç çил вĕрсен, çăмăр пулать, теççĕ. С. Тим. Шур Атăлта пулă ишет-çке, çунаттине шыва хумасăр. N. Эпĕ çитнĕ çĕре теплушкана (помещение для сторожей при пожарной машине) шыв тунă: шăпăр-шапăр тăвать (течение струи) шалта çĕр урайĕнче. Орау. Тăнсам! пĕтĕм пӳрте шыва янă! Болваны! всю избу залили водой (дети). N. Нассус пырши шăтсан, шăтăкран шыв шаркаса чуптарат. Кĕпçене çĕре пăрахсассăн, шыв шарлатса чупат. Сред. Юм. Пĕчик çӳхе чôла шыв çинелле вирлĕ аялтан утса ярсан, çав чôл чалт! чалт! тутарса шыв ĕçсе каять. КС. Шывпа пĕрĕхтереççĕ (прыскание). Никитин. Хурсем каçпа ларакан вырăна тараса чакалас пулать; унта шыв час тухать. Хурсем шыв пур вырăна анчах çĕр каçма лараççĕ. || СТИК. Айлăм çĕрти купăстана шыв сапма юрамаст — шыва ларат. Купаста шыва ларсан, вăл начарланса юлат. Шыва ларнă çаранти курăк та сайраланса юлат. Магн. М. 59. Шыва лар. || Альш. Сăмаха шыв пек юхтарат. Ст. Яха-к. Çак кĕлле ăстарик шыв епле юхать (плавно), çавăн пек пĕр такăнмасăр хăвăрт каласа тухать. ТХКА 13. Пирĕн Ваçук кĕнекесене шыв пек юхтарса вулать, картинсем тума вĕренсе кайнă. N. Утни-юртни сисĕнмест, шыв пек юхать, çил пек вĕçет (урхамах). Чăв. й. пур. 10°. Çапла тусан вара лашисем шыв пек кайнă. Сред. Юм. Посса кайса пăхса çӳрерĕм те эп, ôрпасĕм шыв пик йôхса лараççĕ вит (хороший урожай). Альш. Ачанăн варвиттне кайнă, шыв пек юхтарат. || N. Ăна пĕр кашăк шывпа ĕçсе ярăн (говорят про красивую девицу). || Кан. Пĕр 10 пин тенкĕ шывпа юхрĕ. Шурăм-п. Çулла хăйă хăшĕ пĕртте çутмаççĕ: укçана шыва пăрахмастпăр, теççĕ. Ib. Вĕсем ĕмĕрне те хăйсен юлташне шыва пăрахса хăварас çук (не оставляют без помощи). Орау. Çын хăйне хăй шыва пăрахмасть (не топит сам себя). Капк. Хамăр хурăнташа шыва ярас çук вĕт, терĕм (не выдам, не предам). || Букв. 1908. Маруçăн улма çиесси килнипе çăварĕнчен шыв килнĕ. Сред. Юм. Çинине корсан, çăвартан шыв килет. || Чăв. й. пур. 5. Хăйĕн сăмсинчен тапак туртнипе сап-сарă шыв юхса çӳрет. || Буин. Шывпа пĕрлех килчĕ. Ребенок вышел из утробы матери вместе с водами. N. Малтан шыв кайрĕ (перед родами), ача типпе юлчĕ. Ача умĕ килчĕ, ачи çуралчĕ. || Сок. Шурăм-п. Карта патĕнче хурăнсем те пур. Çуркунне вĕсен шывне ĕçме юрать. || Сыворотка. Изамб. Т. || Пот. Альш. Икĕех те шурă та халь ут юртат, тилкеписем тăрăх та шыв юхат. Ала 63°. И, хир-хир урлă килтĕмĕр, çĕлен пек ута шыв турăмăр. N. Лашисем пĕтĕмпе шыва ӳкеççĕ, ачисем çапах çӳреççĕ. Мусир. Хура шатра Иваншăн хура шыва ӳкрĕмĕр (сильно вспотели). N. Тарласа шыва ӳкнĕ. || Слезы. Альш. Çакăях та тăвансем асма (= асăма) килсен, икĕ хура куçăмран шыв юхат. Собр. Куçран куçа пăхсассăн, икĕ куçран шыв килет. || Дождь. N. Шăнкăр-шăнкăр шыв çăват, чӳрече витĕр курăнать. (Хĕр йĕри). || Река. ГФФ. Кăвакал ишет шыв тăрăх. Утка плывет по реке. Хурамал. Хурĕ каланă: „Ну эпĕ çурт лартап-и? Эпĕ аслă шывра та хĕл каçăп“,— тенĕ. Ib. Аслă шыва кĕтĕм ăшăк тесе, ĕнчĕ куçлă çĕрĕ пур тесе; ĕнчĕ куçлă çĕрĕ шыв çути, эпир атте-аннен куç çути. Вошел я в большую реку, думал, что мелко, думаль что есть там перстень с жемчужным камешком. Перстень с жемчужным камешком — свет реки, и мы у отца и матери — свет очей. ЧП. Пирĕн пӳрт аяккипе мăн шыв юхат. Тораево. Ĕçтерсе ӳсĕртсе пичĕкешне хупса икĕ пуçне питĕрсе мăн шыва кайса ячĕç, тет. Янорс. Вара эпир Атăл хĕрне çитрĕмĕр, кунта эп Атăл шывне куртăм. Хурамал. Ăлăхрăмах çӳлĕ тусем çине, антăм-ĕçке Самар шывĕ çине. Поднялся я на высокие горы и спустился на реку Самарку. Альш. Самар шывĕ юхат вирелле, сар хăмăшсем тайлаççĕ шывалла. Эпир çур. çĕршыв. 24. Шăматран иртсессĕн çул Вылă шывĕ урлă каçать те, уй тӳпинелле каять. Сюгал-Яуш. Пĕр çын шывра луткăпа пулă тытса çӳрет, тет. N. Вăл шыва пĕрте шăнма памаççĕ, мĕншĕн тесен вăл кермансене килме питĕ чарса тăрать, вăл шыва пĕрмаях тупăпа персе ватса тăраççĕ. Çулла çав шыв патне çитеччен пĕрмаях çĕмĕрсе килчĕ. Баран. 119. Çăва тухсан, пысăк шывсемех ăшăкланса юлаççĕ. С. Айб. Шыв урлă каçаракан сан патна пырса шыв урлă каçарнăшăн санăн аллуна ыйтĕ. Альш. Пилĕк пĕрчĕ хăмăшпа çул килтĕм, виçĕ пĕрчĕ хăмăшпа шыв каçрăм, каçсан та урам йĕпенет, каçмасан тăванăм ӳпкелет. N. Хура шывсем юхат вирелле. || Назв. божества. N. Вăл мĕн калать хăй патне пыракансене: эсĕ çава çырмари шывпа питне çунă та, çанти шыв тытнă, тет. Бгтр. Кĕрĕк ăçта çул çинче шыв ĕçсессĕн, çав шыв ан тыттăр, тесе: эпĕ ĕçмен, пĕр вырăспа пĕр майра ĕçнĕ, тесе, шыв çине кирек мĕн сапса хăварнă. N. Тата шыва çав хурантанах чӳклеççĕ. С. Алг. Шыва мимĕр (толокно).

шăппăр

то же, что шăпăр, вевик. Сохрон-й. Шăппăр, метла. Якейк. Шăппăр: 1) метла с отдельным череном; 2) веник из ветвей березы, дуба или травы, нарочно сделанный, чтобы мести пол. Ст. Чек. Шăппăр, веник; вăрăм авăрлă шăппăр (в связи. речи и просто „шăппăр“) — метла. Пшкрт. Шăппăр холи, веник. N. Шăппăр çых. || N. Вăл, шăппăр, укçине салатма мар, хăй пĕр пуса таçтан, тислĕк çинчен, чавса илĕччĕ.

пăр

(пы̆р, пŏр), лед. Альш. Сĕве пăрĕ кайнă вăхăтра-мĕнте. Во время ледохода на Свияге и т. п. Ib. Хĕрарăмсем шыв хĕррине пыраççĕ те: манăн чирĕм-чĕрĕм çак пăрпа ларса кайтăр! тесе, каякан пăр çине пĕр-пĕр пăх муклашки ывăта-ывăта лартса яраççĕ (весною). Ib. † Çерçи чак-чак тăват-çке, Атăл пăрĕ ларат-çке (Волга замерзает). N. Пăр ун чух пит хытах шăнманччĕ. N. Атăл пăрĕ вăйлă каять. На Волге сильный ледоход. Торп-к. Атăл пăрĕ час тапрансан, тырă ĕнсе (= ăнса) пулать, теççĕ. Пухтел. Сĕвери пăр кайса пĕтрĕ. Ib. Пăрсем пĕр çĕре купаланса ларнă (затор). N. Хĕлле пĕвесенче пăр пит хулăн шăнса ларать. Изамб. Т. Пăр кайсан, кайран, пĕр уйăхран, пĕве пĕвеççĕ. Ib. Пăр кайнă чухне, чир кайтăр тесе, кăçкăрса ватти-хĕттипе (= вĕттипе) навус (= тислĕк) пăр çинелле ытаççĕ. N. Шывсем йăлтах тулса çитсен, çырмасенче пăрсам кайма пуçлаççĕ. Ib. Пăрсам кайнă чухне пур ватти-вĕттипех çырма хĕрне курма тухаççĕ, пурте пăр кайнине савăнса пăхса тăраççĕ. N. Атăл пăрĕ лайăх кари? Собр. † Шыв йăтайми пăр шăнат. N. † Аслă çулăн тусанне шăпăрпа шăлса ямалла, аслă ялăн хĕрсене пăрпа лартса ямалла. Тет. Шыв шавлат, пăр каят-тăр. N. Çырминче пăр тасалман полĕ-ĕçке. Б. Янгильд. Пăрĕ ял тĕлĕнче анчах шăннă. N. Шĕнер пăр (пŏр) Апаш тĕлĕнче кайнă ĕнтĕ. Около Абаш лед на речке Шинери уже прошел. Янтик. Капан кӳлĕ çинче пăр шăннă, ачасем пăр çинче чупса çӳреме пуçланă. Ib. Эл çинче пăр шăннă. Орау. Çавăнпа пăр çине шыв тухнă. Ib. Атăлта пăр кайса пĕте пуçланă, пăр катăксем унта-кунта анчах юхса иртеççĕ. Ib. Пăр кăларнă вырăна çĕнĕрен пăр шăннă. Ib. Пăр капланса шыв хĕрĕнчи картасене, мулчасене юхтарса кайнă (напором льда унесло изгороди и бани). Ib. Çавал пăрĕ хăпарнă (поднялся), пăр час каять пуль. N. Тăррисем çӳлте вĕçмен пекех тăрлаттарса тăраççĕ: пăр тапраннă, пăр тапраннă, теççĕ. N. Атăлра пăр пур-и? (Из письма). N. Ĕнисем шыв ĕçнĕ чух, пăрушĕсем пăр çуласан та юрать, тет. (Поговорка). Шел. 73. Пăр каять, пăрпа пĕрле чир каять. Чуратч. Ц. Унта канав айĕнче шыв тумласа вăрăм, çӳлтен пуçласа аяла çитичченех, пăр юпасем усăна-усăна тăнă. Орау. Яка пăр çине лартса хăварчĕ (надул, обманул). || Град. Альш. † Пăри пек, пăри пек пăрсем çăвать: епле пӳхмес-ши пăланăн тихисем? Изамб. Т. Пăр çуса иртсе кайсан. N. Тырра пăр çапнăран ултă ялпа чӳк тунă йĕрке. Якейк. Пирн уя пăр çĕмĕрсе карĕ; ним те йолмарĕ. Паян виç уйра пăр çĕмĕрнĕ, тет. Сёт-к. Пăрпа çĕмĕрчĕ, градом побило. N. Ыраша пăр çапса кайса, тури картая, ой вăта — çĕрĕнчен пĕр çĕр алă чалăш полĕ. Янш.-Норв. Пирĕн ялсем, е çăмăр пулмасан, е тырă-пулсем лайăх ешерсе юлмасан, тата тырă-пулла пăр ан çаптăр тесе, тăм таврашĕ те ан ӳктĕр тесе, кашни çулах çăмăр чӳкĕ тăваççĕ. Аттик. Акнă тырра-пулла пăр кăларса ан çаптар. (Моленье). || Сосулька. Альш. Ампар çумĕнчи пăр вăрăм шăнсан, йĕтĕн вăрăм пулат, тет. Сятра: с'орк¬он'а пӧрт видэлэ̆ђэ̆нџэн вŏрŏм п¬ŏр озы̆нзан вы̆л с'¬ол тыры̆ п¬олат, тэт. Чув. пр. о пог. Тумла аннă пăрĕ шăнсан, çулла хăяр аван пулать. Если внизу намерзают сосульки (лед), летом будут огурцы. Орау. Хуралтă çунаттисенчен юхса шăнса ларнă пăрсем хĕвĕл пулсассăн, тырăсем выçă пулаççĕ, тиççĕ. IЬ. Сарай çунаттинчен (края крыши) юхса шăнса ларнă пăрсене çапса ӳкертĕм. || Гололедица. N. Çап-çутă пăр, на дворе гололедица. В др. гов. Пăр шăвать, на дворе гололедица. || Проныра. Ст. Чек.

кай ути

отава. Каша. † Тислĕк çинчи тикенек, тикенекĕн кай ути. N. † Кĕркуннехи кай утине ниелле çулмалла мар (потому что она коротка. Солд. п.).

кантăр

(канды̆р), конопель, конопля. См. пуса. Цив. † И, кив кантăр, кив кантăр, сыппи таран çĕн(ĕ) кантăр; кунтан вăйă иртсессĕн, арăмсенĕн чун кантăр. Изамб. Т. Пукрав вăхăтĕнче шыва кантăр хутаççĕ (мочат). Ала 106°. † Анат Явăш (деревня) хĕрĕсем, хĕрĕсем кантăр ăшĕнче чопаççĕ. Упнер. Чувашин, говоря о прежнем еловом лесе, сказал что он «Кантăр пак ларатьчĕ» (т. е. был очень густ). Сред. Юм. Кантăра татса çапсан, шывва (так!) кайса хотаççĕ, вара о пĕр виç эрнерен полат («смягчается и белеет самая кудель»). Изамб. Т. Арçынсем кĕлте кӳртнĕ чухне хĕрарăмсем кантăр татаççĕ. Питушк. Кантăр: варĕ, вăтамми, лапрашки. Пшкрт. Различные сорта кантăр: 1) лапрашки, 2) вы̆дам, З) кочы̆βос, 4) варбос. Сĕнтĕр вăрри. Чăваш халăхĕ тырă-пулă акса тума пуçласан, çав вăхăтрах сӳс-кантăр та акса тума пуçланă. Кантăр, тата йĕтĕн акса ӳстерес çĕрте çурхи тырпа шутланса тăрат. Кантăра çуркунне, çурхи тырра акса пĕтерсен тин, акаççĕ, майăн 20-мĕш кун телнелле, мĕншĕн тесен, иртерех аксан, кантăра сивĕ лекме пултарат. Кантăр валли ытти тыр пек мар, питĕ çемçе ана кирлĕ, çавăнпа кантăр валли ăрасна ананăн пĕр пуçне тислĕк ытларах тăкса çемĕçтерсе акаççĕ. Кантăр вырăнне пурте пĕр еннелле тума тăрăшаççĕ, мĕншĕн тесен кантăра çуртри вырса пĕтерсен тин татаççĕ те, сапаланчăк пулсан, кӳтӳ (?) ватса пĕтерет, теççĕ. Кантăра аксанах, çерçисем питĕ çинипе, ани çине хăратмаллисем туса лартаççĕ: ан çитĕр, тесе. Çапла кантăр пĕр виçĕ уйăх хушши ӳсет. Çемçе вырăнлă çĕрте çынран та çӳлĕрех пулат, хытăрах çĕрте кĕске пулат. Ӳссе çитерехпе кантăртан пуса уйăрăлат (пуса — вăрăсăр). Пусана ыраш вырса пĕтерсен татаççĕ. ЬIраш ир пулман чух, ыраш выриччен татаççĕ. Кантăра çуртри вырса пĕтерсен тин татаççĕ. Кантăра та, пусана та, татсан, ани çинчех тымарне пуртăпа татаççĕ, вара киле анкартине тиесе кĕреççĕ. Анкартинче кантăра купа туса хураççĕ, çапиччен: пуçĕ шантăр, тесе. Кантăра пĕр-ик-виç хут çапаççĕ. Малтанхи хут çаппипех кантăр кипенки ӳксе пĕтмеçт. Çапса пĕтерсен, кантăра та, пусана та, йĕтĕне те, икшер ывăшăн тытса, мунчалапала е улăмпа çыхаççĕ. Çыхса пĕтерсен, кантăра та, пусана та, йĕтĕне те, сулă туса, кӳлле кайса хутаççĕ. Сулă тунă чух кантăрне ăрасна, пусине ăрасна, тата йĕтĕнне те ăрасна тăваççĕ, мĕншĕн тесен кантăрĕ пусапа танах пулса çитмеçт, йĕтĕнĕ тата шывра иртерех пулат. Чылайĕшĕ йĕтĕне, тата пусана шыва хутмаççĕ, мĕншĕн тесен йĕтĕн часах çĕрсе кайма та пултарат. Шыва хутман чух йĕтĕне те, пусана та курăк çине анкартине е улăха сарса пăрахаççĕ те, çăмăр çунипе çавăнтах етĕн пулса выртат. Кантăр шывра З — 4 эрнене яхăн выртать, пуса 2 — 3 эрнерен мала (больше) выртмаçт. Кантăра та, пусана та, йĕтĕне те хутсан, шыва лайăх путарма тăрăшаççĕ, мĕншĕн тесен, шыв илмесен, çелти (çиелти) пулмасăр тăрса юлса, тикĕс пулмаçть. Шывран кăларсанах, пуса-кантăра шывĕ сăрхăнма купа туса хураççĕ. Пĕр-икĕ эрне иртсен, киле турттарса каяççĕ. Килте, кашта туса, кашта çине анкартине çакса яраççĕ те, хĕл каçиччен çакăнсах тăрат. Мункун иртсессĕн, çимĕк çитиччен хĕр-арăмсем кантăр тылама пуçлаççĕ. Кантăр пусана, тата йĕтĕне малтан хĕвел çине сарса хураççĕ те, типсе çитсен тылаççĕ. Кантăр, пуса, йĕтĕнсене çакăн майлă тылăпа тылаççĕ. Тыласан, пилĕкшер çурăмăн çыхса хураççĕ; ă тем теççĕ. Чухăн пурнакансем кĕркуннех, арлама сӳс çукки пирки, мунчара типĕтсе, тыласа арлаççĕ. Кĕркунне авăн çапса пĕтерсен, пухрав (так!) вăхăтĕнче сӳс тӳме пуçлаççĕ. Хăш-хăш çуркуннех тӳсе хураççĕ. Сӳсе тăватшарăн, тата пилĕкшерĕн кисĕппе тĕвеççĕ. Сӳс тӳмелли кил (килĕ) — йывăçран тунăскер, çӳлĕшĕ пĕр метр тăрăш пур. Ĕлĕкрех кисĕппе тĕвиччен катмакпа тӳнĕ, теççĕ ваттисем. Сӳсе, тӳсе пĕтерсен, шăртлаççĕ. Шăрт — сысна шăртăнчен тунăскер çакăн пек формăлă. Сӳсе мĕн пурĕ, З хут шăртлаççĕ. Малтанхи хут шăртласан, пысăкки тухать (сӳсĕн çелти пысăк сӳсĕ). Иккĕмĕш хут шăртласан, çинçи теççĕ. Вăл питĕ лайăххи, унтан лайăххи урăх çук. Сӳс тӳсе пĕтерсен, ноябĕр уйăхĕнчен пуçласа, çăварни иртиччен, кĕнчеле арлама пуçлаççĕ. Пĕчик хĕрачасем, пĕр çичĕ çула çитсен, кĕнчеле арлама пуçлаççĕ. Малтанах пĕчик хĕр-ачасене пысăккине арлаттараççĕ. Çемьере хĕр-ачасем пулмасан, арçын-ачасене те арлаттараççĕ. Арçынсем ĕлĕкрех нумай арланă. Вĕсем хĕрсем пекех, килĕрен ларма кайса пĕр-пĕрин патне, авăрланă (так!). Хальхи вăхăтра арçынсем сахал авăрлаççĕ. Авăрланă çипписене хутăр-йывăççи çине (на мотовило) хутăраççĕ. Хутăр-йывăççи пĕр метр çурă тăрăшшĕ, икĕ вĕçĕнче урлă пĕр-ик шитлĕ патакран тунăскер. Хутăр хутăрнă чух мĕн чул пулнине шутлаççĕ, ăна ӳкĕм теççĕ. Ӳкĕме тăватшар пĕрчĕн çирĕме çитиччен шутлаççĕ. Пĕр хутăрта çакăн пек ӳкĕмсем: пысăкрах çиппе 5 — 7 ӳкĕм тăваççĕ; çинчереххине 10 — 18 ӳкĕм тăваççĕ. Çакăн пек хутăрсем хĕл каçиччен лайăх арлакан 30 хутăр таран авăрлат, начартарăххи 15 — 20 хутăр, пĕчĕк хĕрачасем 7 — 10 хутăр. Чăваш хĕрарăмĕсем хĕллехи кунсене пĕрмай кĕнчеле авăрласа иртереççĕ. Пĕр каçра З — 4 йĕке авăрлаççĕ. Çăварни çитме пуçласан (çăварни ир килмен чух, çăварни умĕн, çăварни иртерех килнĕ чух, çăварни хыççăн) çип çума пуçлаççĕ. Малтанах çиппе тăршыпа кивсе чӳхесе тăкаççĕ сурчăкĕ тухма; ăна çип сурчăкĕ кăларни теççĕ. Вара, пĕртик типсе çитсен, йăрхах çине пĕр пуçне хутăра тăхăнтараççĕ те, туртаççĕ чăсма. Ун хыççăн пит çăра кĕл шывĕ туса хатĕрлеççĕ те, çав кĕл шывĕ çине чиксе кăларса кантăра çине хураççĕ. Пурне те чиксе кăлараççĕ те (пĕр 15 — 20 хутăр пĕр кăмакана), вара кăмакана хываççĕ. Çунса каясран, вут хутса çунтарсан, ялан çăкăр пĕçереççĕ. Çăкăр тухсан, кăмакана пăртак улăм йĕпетсе хураççĕ кĕтессисене, çип çунса каясран, вара çипе хываççĕ. Çип кăмакара пĕр талăк выртат, тепĕр кун тин кăлараççĕ. Çип хывнă кун, çип хывакан çын патне хора çын пырсан: çип пиçмест, тиеççĕ. Сарă çын пырсан: сарă çын пек пиçет, теççĕ. Çипе хывнă вăхăтра яланах: çип хыватăп, çип хыватăп, шурă пул, шурă пул, акăшсем килнĕ, вĕçсе çӳреççĕ, хуларан çын килнĕ, шур хăмачĕ çиппи çӳретет, тесе калаççĕ. Тепĕр кун çума каяççĕ. Çунă чухне лайăх кĕлне çуса ямасан, тĕртнĕ чух канчĕр; çавăнпа лаях çума тăрăшаççĕ. Çиппине çусан, типĕтиччен хутаççĕ: тĕртнĕ чух яка, лайăх пултăр, тесе. Хутасса çапла хутаççĕ: пĕр витре шыв çине çăмартапа тата сĕт яраççĕ те, çав шыв çине чике-чике кăлараççĕ. Ăна тепĕр тĕрлĕ çип çемĕçтерни теççĕ. Çиппе çемĕçтерсен типĕтеççĕ. Типсен, çăмхалама пуçлаççĕ. Хутăр çăмхаламалли ярăн-йывăççи. Хутăра кăшкар çине çăмхалаççĕ. Çăмхаласа пĕтерсен, çак çипсемпе пир кумма пуçлаççĕ. Пир куммалли сӳрекке, пĕр 8 аршăн тăршшĕ, икĕ вĕçне шăлсем лартнă, пĕр вунă шăла çитиччен. Кумасса икшер çипĕн, е тăватшарăн кумаççĕ, мĕншĕн тесен икшер çипĕн уйăрса çилине тăхăнтараççĕ. Кумса пĕтерсен, çилине çыхса лартаççĕ те, кунча тума пуçлаççĕ. Кунчаласа пĕтерсен, пир витĕрме пуçлаççĕ. Пир сăтанĕ пирĕн патăрта хальхи вăхăтра икĕ тĕслĕ, анчах иккĕшĕ те пĕр майлă. Виççĕмĕш сăтан ĕлĕкин пĕк (!) пĕр вырăна пăта çапса шăтарса лартмалла; анчах ку аванах мар, мĕншĕн тесен пĕр вырăнтан тепĕр вырăна сиктермелле). Пир витĕресси, тата тепĕр тĕслĕ пир кăнтарасси теççĕ. Уна малтан çилинчен ĕретпе мăшăрăн илсе пырса кĕр витĕр илеççĕ. Кĕр витĕр илнĕ чухне пĕрер çипĕн илеççĕ, пĕр мăшăра пĕр çиппине малти кĕртен, тепĕр çиппине кайри кĕртен илеççĕ те, мăшрипе вĕçĕнчен çыхса лартаççĕ. Вара хĕç витĕр илеççĕ те, хăйă çине тăхăнтарса, хивсерен çиппе çыхса лартаççĕ те, тĕртме пуçлаççĕ. Лайăх тĕртекен хĕрарăм кунне пĕр 12 аршăн тĕртет, тепĕр тĕслĕ каласан: икĕ хутăр та çурă, иккĕ тĕртеççĕ. Çавăн пекех тĕртеççĕ ăратнене те, анчах унта тăват ура пусси, тăват кĕр. Ыттисене пурне те çавăн пекех тăваççĕ. Тĕртсе пĕтерсен шуратма пуçлаççĕ. (Сообщ. А. Максимова). || Фамильное прозвище в с. Альменеве, б. Асакас. в.

кирлĕ

(кирл’э̆, к’ирл’э̆ Пшкрт: кєрлэ̆), нужный; нужно, надо, надобно. С. Дув. † Парă лашана пушă кирлĕ мар. Чаду-к. Сана мĕн кирлĕ? Что тебе надо? Изванк. Мĕн кирлĕ пек япаласене пĕтĕмпех хатĕрлесе çитерсен... Курм. † Ĕçрĕмĕр те çирăмар, тата пире мĕн кирлĕ? Регули 552. Мĕн кирлине шпах парать. Варан. 122. Кирлине кура çынсем тĕрлĕ йывăç касаççĕ. Ib. 22. Ку япала мĕне кирлĕ? Нимĕне юрăхсăрĕ-çке вăл. Изамб. Т. Ул пасара кайса, мункуна мĕн кирлине пурне те илсе килеççĕ. Яндобы. Кашкăр калать: кирлĕ кунта кирлĕ пулăп, тет. N. Унăн (калекĕн, у лопаточки) вĕçĕ шĕвĕр, икĕ енĕ те çĕçĕ пек çивĕчĕ пулма кирлĕ! Яргуньк. Кирлĕ вăхăтра кирлĕ пулăп! (Сказка). Ib. Улма кама кирлĕ, улма! (Крик продавца). Букв. 1902. Çав кирлĕ сана! Так тебе и надо! (т. е. ты это заслужил). Баран. 103. Кирлĕрех пек туйăнсан, йывăç тавра тислĕк хурса тухаççĕ. Альш. Аван: çитнĕ пурте, кирли çук (нет недостатка ни в чем). Ib. Кирлĕ тĕлте калăпăр. В надлежащем месте мы скажем (и об этом). ПВЧ. 100. Çăл-куç шуне (= шывне) çĕклеме, витри çутă, ай, кирлĕ мар. (Замеч. оборот, где вм. определения поставлено адвербиальное выражение). Четырлы. Çĕр укçасăр кирлĕ, вăрман йӳн кирлĕ. Букв. 1904. Е тата кирлишĕн пуянсене кĕрĕшсе хутран-ситрен лава каять. Юрк. Унта çыру пĕлни кирлĕ мар. Шемшер. † Пӳртем вĕçĕнчи сăрлă йопи, кирлĕ марччĕ сăрлама; ах, атте те, ах, анне, кирлĕ марччĕ çоратма! Ст. Чек. Улма кирлĕ мар-и? — Улма-и-ха кунта! (Не до яблоков!). Сред. Юм. Пирти çилсемпе пылчăкра çӳреме ним те кирлĕ мар ĕнтĕ (нет ничего хуже). N. Вăл кирлĕ марпа хăтланмаçть. Он не занимается дурными делами. Виçĕ пус. 34. Çĕртме туни усă нумай панă пирки, ăнă кирлех темелле ĕнтĕ. Ib. Шăтса ӳсекен япаласене ӳсме питĕ кирли тепĕри — фосфăр. Çĕнтерчĕ 70. Кирлĕ мартан килтĕн-и-ха? Ib. 42. Кирлĕмаррипе ан хăтлан, старик! Ан пуççап мана. В. С. Разум. КЧП. Веччĕрте мĕн-мĕн каламарĕç, мĕн кирлине пурне те!

миме

(мимэ), помочь. Изамб. Т. Миме тăвас. Тюрл. Миме тăвас; мимене каяс. N. Ыран тислĕк мими тăвас тенĕ çын. СТИК. Во время помочи (миме) поднимают красный флаг (хĕрлĕ ялав). С. Дув. † Ĕнтĕ ир те ялав, каç та ялав, ялан аслă миме ялавĕ. Альш. † Ирте-ех те вĕл-вĕл, каç та вĕл-вĕл, ялан аслă миме (вар. мименĕн) ялавĕ. Ст. Чек. Мимене (т. е. даром) ĕçлемеççĕ пуль саншăн! Вĕсем ку ĕçе пĕччен тумаççĕ, мимепе (помочью) тăваççĕ. См. мимелле.

мăшкăлтăк шыв

мăшкăлтăк шывĕ, помои (напр., от мытья посуды). Орау. Чертаг. Мăшкăлтăк шыв, помои. М. В. Шевле. † Мăшкăлтăк шыв, тесе, посма айне ан тăкăр; хора патак, тесе, хоран айне ан хорăр. Йӳç. такăнт. 38. Курман эпĕ санăн мăшкăлтăк шыв сăруна. Орау. Сан мăшкăлтăк шывне çийиччен, выçă пурăнам лучч(ă), апат пулать-и вăл? О сохр. здор. Мăшкăлтăк шывĕсене, çӳп-çапсене тăкса хăвараççĕ. Ib. Тĕрлĕ тислĕк, мăшкăлтак шывĕ, пур ытти япаласем те кӳлле юхса анаççĕ. Сред. Юм. Мăшкăлтăк шывĕ (питсĕм, алсĕм çунă шыва калаççĕ). N. Мăшкăлтăк шу чресси. КС. Мăшкăлтăк шыв, помои. Шибач. Мăшкăлтăк шу. Кармалы. Мăшкăлтăк шывĕ. Пшкрт. Мăшкăлтăк шу. См. мăшкăлтăш.

йăвăç кучĕ

комель дерева. Кан. 1927, № 230. Йăваç кутĕнчи çĕре кăнкалантарса, тислĕк е урăх япаласем тăкса, çемçетмелле.

ирĕк

(ирэ̆к, ирэ̆к'), свобода, воля. Свободный, вольный. Свободно, вольно. Приволе. Привольный. Власть. Соизволение. Ист. Киеври халăх авалтанпах княçсене улăштара-улăштара лартса ирĕке вĕреннĕ. Полтава. Ирĕк çын, свободный человек. Хып. 1906, 31—2. Ытлашши мĕн тăвас икĕ лаша усраса, утă-улăм ирĕк мар. Сборн. мол. 239. Эй туррăмăр, эсĕ ху ирĕк туса çуралнă, ху кăмăл туса килнĕ. IЬ. 44. Нумай хĕрхенекен кăмăлупа, унтан çуралма ирĕк тунă. N. Хăта калать: пиртен ирĕк, тет. Тăват кĕтессинчен пĕр кĕтессине пирĕн çак туй халăхсене кĕрсе тăма ирĕк пулмĕ-ши. (Из речи мăн-кĕрӳ). Ст. Яха-касы. Ашшĕ-амăшсем кайсассăн, вара ачисене килĕнче пĕтĕмпех ирĕк пулать (бывает свободно, раздолье). Цив. Вăрманти çулçă сарличчен, вăрман хушши питч(ĕ) ирĕк; вăрманти çулçă сарăлсан, вăрман хушши тăвăрланать. Качал. Çĕлен калать: халĕ санăн ирĕк (=ты хозяин, твоя власть) çĕр çинче. Орау. Ирĕкре (напр., в поле) ӳсекен йăвăç çӳллĕ пулмасть. Хып. 1906, 15 (16?). Улпутсен аллинчĕ нихăçан та пурăнман — иĕк пурăннă. Конст. чув. Турккă хĕрĕпе ирĕклĕ пурăнса, укçасене пĕтерчĕ. Жил с турчанкой на широкую ногу и промотал капитал. Ст. Айбеси. Туррăн ирĕкне çын пĕлмест, теççĕ. (Послов.). Сĕт-к. Апла килти окçая пĕтерес пор, ма каяс ирĕкке? N. 88 саккинче(н) пĕр сакки çак туй халăхне ларса канма ирĕк пулмĕ-ши. (Из речи мăн-кĕрӳ). Букв. I, 1904 г. Тилли пулă лавĕ çинче ирĕк илнĕ, тет (стала распоряжаться по-своему). Альш. Çĕр пулнă ирĕк. Янш.-Норв. Хăвăрта ирĕк = воля ваша. 2 Кадыш, Цив. в. Хăвăрăн ирĕк, мĕллĕ тăватăр (воля ваша). N. Тăхăрвун хăминчен пĕр хăми пире ирĕк пулмĕ-ши, выляса, кулса, ĕçсе çиме? (Такмак) N. Хуларан ирĕк çĕре тухнă. Эсĕ епле çав тĕрлĕ чипер аван арăмна ирĕке (scr. йрке) прахса кайăн? Ч. П. Çакăях та ырă чунăм, ӳссен, ирĕкĕнчен тухас çук. О сохр. зд. Урамсенчен, кил-картисенчен тислĕк, ытти таса мар япаласене те хире (уя) кăларса тăкмасан, е тата çĕрме ял хушшинех ирĕк çĕре купаласа лартсан, эпĕ çанталăкра вĕсем çĕре пуçлаççĕ. Сказки. Иван вара чула тытрĕ, тет те, ирĕкелле утса ячĕ, тет (= на волю). О сохр. яд. Тăвăр тумтир нихçан та ирĕк тумтир пек ăшă пулмасть. Н. Кармалы. Санăн икелӳсене ирĕк çĕре ӳкерес пулать.

исвĕс

(исвэ̆с), известь. См. исвăс. Тюрл., КС. и др. Календ. 1906. Тăмлă çĕр çине хăярпа тислĕк, тата исвĕспе вăрман çĕрĕ хушас пулать.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

жук

сущ.муж.
нăрă; навозный жук тислĕк нăрри; майский жук ĕне нарри; бороться с колорадским жуком Колорадо нăррипе кĕреш

компост

сущ.муж.
компост (торф, тислĕк, улăм, им-çам хутăштарса хатĕрлекен удобрени)

навоз

сущ.муж.
тислĕк, тирĕс; вывозить в поле навоз уя тислĕк кăлар

навозный

прил.
тислĕк -ĕ; навозный жук тислĕк нăрри

перегной

сущ.муж.
çĕрнĕ тислĕк, çĕрĕк тăпри

помёт

сущ.муж.
тислĕк; птичий помёт кайак-кĕшĕк тислĕкĕ

удобрить

глаг. сов.
пулăхлат, удобрени пар; удобрить почву навозом тăпрана тислĕк хыв

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

разрывать

что несов., разрыть, -рою сов. алтса пĕтер, чавса пĕтер, чавса салат (тислĕк купине), йӑштарса пĕтер (сысна ҫӗрулмине).

парник

парник (пахчара ҫимӗҫе иртерех ӳстерсе илме ҫӗре чавса, тислĕк тултарса ҫиелтен кӗленчеллӗ рамӑсем витсе тунӑ вырӑн).

тлеть

-ею несов. 1. çĕр; ен, хĕрсе çĕр (тислĕк), ĕнсе вырт; 2. çулăмсăр çун, кăмрăкланса вырт; йăсăрланса тăр (вырт); каврай (пир), йăсăрланса çун (чĕрĕ вутă); угли тлеют кăвар шăранать.

удобрение

1. удобрени (тислĕк, кĕл, хими имçамĕсем); 2. çĕнетӳ, çемçетни, лайăхлатни (çĕре).

удобрить

что сов., удобрять несов. çĕре тислĕк е хими имçамĕсем тăкса çемçет, лайăхлат.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

гумус

м. (перегной) çĕрнĕ тислĕк, çĕрнĕ тăпра.

жижа

ж. çăра шĕвек, çăрăлчăк; навозная жижа тислĕк шĕвекĕ.

кал

м. пăх, тислĕк, çын (е выльăх) каяшĕ.

кизяк

м. киçек (çунтарма типĕтнĕ тислĕк).

навозить

несов. что, с.. тислĕкле, навусла, тислĕк тăк.

навозник

м. зоол. тислек-нăрри; тислĕк хурчĕ.

навозный

прил. тислĕк ⸗ĕ [⸗и], навус ⸗ĕ [⸗и]; навозные вилы тислĕк сенĕкĕ; навозная куча тислĕк купи; навозный жук тислĕк нăрри; навозный червь тислĕк ăманĕ.

перегнить

сов. 1. çĕр, çĕрсе кай, çĕрлен; концы досок перегнили хăмасен вĕçĕсем çĕрсе кайнă; навоз перегнил тислĕк çĕрленнĕ; 2. (прогнить в каком-л. месте) çĕрсе татăл; верёвка перегнила вĕрен çĕрсе татăлнă.

перегной

м. çĕрĕк тăпри, çĕрленнĕ тислĕк.

перегореть

сов. 1. çунса кай (е пĕт); лампочка перегорела лампочка çунса кайнă; жаркое перегорело шаркку çунса кайнă; 2. (сопреть) çĕрсе пĕт, хĕрсе (е пиçсе) кай; навоз перегорел тислĕк çĕрсе пĕтнĕ; 3. перен. (о чувствахпритупиться) сирĕл, сĕвĕрĕл, чак (сăм. хуйхă-суйхă).

перепрелый

прил. хĕрнĕ (тырă); пиçĕк, тарласа пиçнĕ (ӳт-тир); çĕрнĕ (тислĕк).

перепреть

сов. 1. (испортиться от прения) хĕр (тырă); çĕр (тислĕк); пиçĕх (ӳт); 2. (упреть при варке) пиçсе ирĕл; мясо перепрело аш пиçсе ирĕлнĕ.

поганка

ж. 1. (гриб) тислĕк (е навус) кăмпи; 2. (утка) чăмкăç (кăвакал).

помёт

м. 1. каяш, тислĕк, пăх; куриный помёт чăх пăхĕ; 2. с.., охот. пусалăх; пуслăх; щенки одного помёта пĕр пусалăх йытă çури.

преть

несов. 1. йăсăрлан, киçмĕклен, пăчăх, çĕр, хĕр; навоз начал преть тислĕк йăсăрланма пуçларĕ; рожь преет ыраш хĕрет; 2. (потеть) тарла, пиçĕх; 3. кул. разг. (вариться) пăспа пиç (е сарăл); каша преет в котле пăтă хуранра пиçсесарăлать.

раскидать

сов. кого-что (в разные стороны) салат, салатса пăрах (е тăк), ывăтса пĕтер; арпаштар, тус, сапаласа пĕтер; раскидать навоз тислĕк салатса пăрах; раскидать книги по столу кĕнекесене сĕтел тăрăх сапаласа пĕтер.

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

тислĕк

тирес, тизәк

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

тислĕк

, диал. тирĕс, тирĕслĕк «навоз»; башк., тат. тирес «навоз»; тиреслек «навозная куча», «место для складывания навоза»; тат., башк. тизәк «кизяк», «помет», «навоз»; туркм. дерс, уйг. тезэк, казах., кирг. тезек, к. калп. дарис, хак. тизек «навоз», «помёт», «кизяк».

Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ

Сӳс тӳ

Сӳс тӳ кружиться (о мошкаре).
Тислĕк куписем тĕлĕнче сӳс тĕвекен пĕчĕкçеç ӳпресем вĕтĕр те вĕтĕр вĕтĕртетеççĕ. С. Аслан.

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

нăрик

п.п. Сысна. Нăрик-нăриксене шеллесе вите çумне тислĕк купалама килтĕм. Л.Таллеров, 1978, 83 с. Лапрана çăра-çăра нăрхлатаççĕ ... «Янгорчино» колхозăн сысна ферминчи хыткан нăриксем. К-н, 1986, 17 /, 5 с. [Пасарта] сĕнĕç Канаш нăрикĕн çурине. Х-р, 18.03.1998, 3 с. — танл., чух-чух.

нăрик-нăрик

п.п. Сысна. Нăрик-нăриксене шеллесе вите çумне тислĕк купалама килтĕм. Л.Таллеров, 1978, 83 с. Лапрана çăра-çăра нăрхлатаççĕ ... «Янгорчино» колхозăн сысна ферминчи хыткан нăриксем. К-н, 1986, 17 /, 5 с. [Пасарта] сĕнĕç Канаш нăрикĕн çурине. Х-р, 18.03.1998, 3 с. — танл., чух-чух.

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

навус

тислĕк. Çĕре навус (тислĕк) кăна мар, ытти япаласем те тăкас пулать [Çулталăк 1906:41].

тислĕк

навус. Шыв кил валли çырмаран ăсатпăр пулсан çав çырмасенче кĕпе-йĕм çума, йĕтĕн-кантăр хутма, çӳп-çап, тислĕк (навус) тăкма кирлĕ мар [Халер 1908:4]; Чирлĕ пăрусем выртнă хуралта лайăхрах тасатас пулать, тислĕкне (навусне) турттарса кăларса çунтарас пулать <…> [Франкфурт 1914:14].

Чĕрчун ячĕсен чăваш-вырăс-латин словарĕ

нăрă

жук — scarаbacus [хытă çунатлă кăпшанкă]; виле нăрри жук-мертвоед — aclypaea ораса; голиаф нăрă жук-голиаф — goliathus [Африкăра пурăнакан тĕнчери чи пысăк нăрă]; йăкăрти нăрă вертячка — gyrinus; Колорадо нăрри колорадский жук — leptinotarsa desemlineata [çĕрулми çулçине çиекен сиенлĕ нăрă]; мăйăхлă нăрă усач (дровосек) — monochamus; мăйpaкаллă нăрă жук-носорог — oryctes nasicornis; пăланла нăрă жук-олень — lucanus cervus; cyхăр нăрри смолёвка — pissodes; çăва нăрри жук-могильщик — nicrophorus; çĕртме уйăх нăрри июньский жук (хрущ) — Amphimallon solstialis [йывăç кăшлакан сиенлĕ нăрă]; çулçă нăрри жук-листоед — melasoma; çу уйăх нăрри майский жук (хрущ) melolontha hyppocastani; тислĕк нăрри жук-навозник — geotrupes stercorarius; тырă нăрри хлебный жук (кузька) — anisoplia austriaса; шыв нăрри (шыв тараканĕ) водолюб — hydrous [шывра пурăнакан нăрă]; шыçă нăрри нарывник — meloe proccarabalus

шăна

муха — musca [йĕкĕр çунатлă кăпшанкă]; виле шăни падальная муха — lucilia sericata; Гессен шăни гессенская мушка — mayetiola destructor; какай шăни мясная муха — sarcophaga carnarid; кил-çурт шăни домовая муха — muscina stabulans; курпунлă шăна горбатка — phora thoracica; пĕçерткĕч шăна муха-жигалка — stomoxys calcitrans [этем тата выльăх юнне ĕçекен шăна]; пӳлĕм шăни комнатная муха — musca domestica; сĕрлевçĕ шăна муха-журчалка — conosyrphus volucellum; симĕс шăна муха-зеленушка — medetera; тислĕк шăни навозная муха — scatophaga stercoraria; уй шăни полевая муха — musca autumnalis; цеце шăна муха-цеце — glossina palpalis; швед шăни шведская муха — oscinella frit

Çавăн пекех пăхăр:

тискерлентер тискерлет тискеррĕн тиски « тислĕк » тислĕк кăмпи тислĕк нăрри тислĕк шăни тислĕклĕ тислĕкле

тислĕк
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150