Шырав: шăнкăр

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

кăна

2. частица усил.
очень, такой
хитре кăна чечек — такой красивый цветочек
лутра кăна хурăн — низенькая березка
шăнкăр кăна шăнкăр шыв юхать — фольк. журчит, журчит звонкий ручей

шанкăр

то же, что шăнкăр

шăнкăр

1.
подражание звону, напр. монет, колокольчика
укçа шăнкăр тăкăнчĕ — монеты посыпались со звоном

шăнкăр-шăнкăр —
1) усил. от шăнкăр
шăнкăрав шăнкăр-шăнкăр тăвать — динь-динь-динь звенит колокольчик
2) подражание журчанию воды
шăнкăр-шăнкăр шыв юхать — звонко журчит ручой
3) подражание разноголосому шуму, гаму
шăнкăр-шăнкăр туй килет — со звоном и шумом едет свадебный поезд

шăнкăр

2.
подражание телефонному звонку
телефон шăнкăр тутарчĕ — зазвонил телефон
шăнкăрр — усил. от шăнкăр 1, 2

шăнкăр

3.
звонкий, звенящий (о монетах, монистах)

ĕç

II. глаг.

1.
пить
ăш каниччен ĕç — напиться, утолить жажду
тĕкĕшсе ĕç — пить, чокаясь с кем-л.
шаклаттарса ĕç — пить, чокаясь с кем-л.
шыв ĕç — пить воду
эмел ĕç — принять, выпить лекарство
ĕçмелли шыв —  питьевая вода
ĕçес килет — мне хочется лить
ĕçсе пăх — отпить, попробовать (какую-л. жидкость)
ĕçсе тăран — напиться
Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать, шăнкăрч чĕппи шыв ĕçет. — фольк. Ручей звонко журчит, а скворчонок воду пьет.

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

тан

(тан), подр. звону колокола. Сред. Юм. Пысăк чан тан! тан! тăвать. Якейк. Чан сасси танн! танн! тăвать. || Подр. стуку в окно. Альш. Акă лешсем килчĕç, тет те, тимĕрçĕ килте-и? тесе, чӳречине тан-тан! тутараççĕ, тет. || Подр. удару оглобель в ворота? Ау 18°. Туртса пырат та, хапхине тан! тутарса перет, тет. || Алик. Пĕр качака (scr. качак) тан (раньше, кажется, та же идея была выражена словами: тăрст, тăн) тутарчĕ, тет те, шăнкăр укçа пăрахса хăварчĕ, тет.

тух

, тох, выходить, выезжать. N. Краснов алкумĕнчен тухнă, тет; мĕнпе çывăрнă, çавăнпа анчах тухнă, тет, пĕр япала та кăларман, тет. N. Уçланка тухрамăр. В. С. Разум. КЧП. Эпĕ пĕр пашалу илтĕм те тухрăм. Я взял одну лепешку и вышел (но: илсе тухрăм — вынес). Кан. Аçтăрхантан юлашки прахут октябĕрĕн 14—15-мĕш числинче тухмалла. N. Ачасем, ăрамра шыв тухсанах, тула тухаççĕ те, каçчен те пӳрте кĕресшĕн мар. СТИК. Ыран ута тухмалла çынсем çависене туптаççĕ. Люди, которые должны завтра выйти косить сено, заправляют косы. ПТТ. Ваттисем ахаль каламан пулĕ çав: çын тухиччен туха пĕлмест, тухсан кĕре пĕлмес, тесе. Токшик. Тула тухасран тухас килет. Истор. Ольгă çыннисем тухакана пĕр вĕлерсе тăнă. N. Çула тухсан тин мана калаçма ирĕк пулчĕ. Шел. 101. Тухман чун, сӳнмен вут, тенĕ пек, халĕ эп. N. Тух тула, сыс пӳрте. (Шутка). Яжутк. Тухĕç халĕ утсампа, çуха тарне кăларапăр. В. С. Разум. † Пусма умĕнчи вĕрене тухмассерен вĕрентет; ăна пĕлнĕ пулсассăн, тата саккăр лартăттăмччĕ. N. Вăл унта тухнă та, сасси тухнă таран: мĕн тăватăр эсир кунта? тесе питĕ хытă кăшкăрчĕ. Изамб. Т. Акă çул ялтан тухать, çавăнпа тӳрех каймалла. Çутт. 62. Хăйăр тухакан вырăн. N. Эсир ман ăшран та тохмастăр. Чув. пр. о пог. 275. Çĕлен-калта хĕвеле ăшăнма пит нумай тухнă пулсан, çăмăр час пулать. Если очень много змей и ящериц выходит греться на солнце, скоро будет дождь. Янтик. Çуркунне тула тухнăçеммĕн тухас килет (кунсем пит ăшăран). Ib. Тухман çын, человек ни разу не выезжавший в период какого-нибудь времени; говорят, если он выедет, то обязательно будет буран или дождь. N. Тухман çын утсем патне тухсан, çумăр пулать. Сред. Алг. Эпир ялтан тухас çук, ăс кĕмесĕр ан илĕр. || Т. VI. Вилнĕ çын куçне уçса выртсан, çуртран тата тухасса, теççĕ. || N. Пасара тырă тухми пулчĕ (тухма чарăнчĕ, привоз прекратился). || Выходить по счету, оказываться в должном количестве. N. Кĕлте тухмарĕ. Толст. Апат çиес умĕн амăшĕ çливисене суса пăхнă та, пĕр çырли тухман. N. Ну вăкăрри те (и бык-то...) питĕ мăнтăр пулнă, тет. Ашĕ хĕрĕх пăт тухрĕ, тет, çăвĕ вăтăр пăт тухрĕ, тет. N. Вара мĕн пур пухнине пурне те çапнă та, унăн çĕр пăта яхăн урпа тухнă (оказалось, вышло). N. Пĕр пилĕк-олтă пăт тохатьчĕ полĕ. || Причитаться. N. Халĕ кăштă укçа пур-ха, Праскура ĕкесем хуса кайнипе 1 т. 50 п. тухать. Вишн. 59. Эсир: ĕçленĕ чух пиртен нумай япаласем тухаççĕ те, çавăнта эпир туртăнатпăр, тенине илтнĕччĕ. || Расходоваться. N. Вара санан уччитлĕри шалу тухмас пулĕ. || Вылетать. ПВЧ 120. Атте килĕ, ай, сала пак, сала-кайăк, ай, тухас çук. || Выплывать. Орау. Çурхи шыв тулăх пулмарĕ кăçал, çавăнпа шывсем ăшăххипе сулăсем Атăла тухиман. || Вытекать. ПВЧ 95. Юман касрăм, ай, пыл тухрĕ, çăка касрăм, ай, çу тухрĕ. Альш. Шăнкăр-шăнкăр шыв юхат, шăнкăртăм хирĕнче çăл тухат. || Истекать (о сроке). N. Çав ката (вăрман татăк) патĕнчи çĕрĕн пĕлтĕр, 1916 ç. срукĕ тухрĕ. || Впадать (о реке). N. Онкă çавала тохать. Онга впадает в р. Цивиль. Альш. Вăл кĕтесре Сĕвене Кăнла шывĕ юхса кĕрет. Кăнла шывĕ пысăк шывах мар. Шывĕ тухнă çĕртех, лапра, ялĕ ларат: Кăнла теççĕ. N. Вăл шыв Сăрра тухат. || Обнаруживаться, распространяться. Панклеи. Нумай та порнмарăмăр, пĕр икĕ эрнерен хай кам вăрлани тоххĕр (обнаружилось). || Образоваться. Ст. Шаймурз. † Хурамаран пĕкĕ аврăм, хĕвелпеле хушăк тухминччĕ. || Восходить (о солнце). Янтик. Эй, хĕвел, хĕвел! Юлашки кун сана пăхса юлатăп. Ĕнтĕ, эпĕ кайсан, эсĕ мансар пуçнех туха-туха (или: тухса) анса тăр. || Уродиться. N. Вăрлăхĕ те тухас çук. Чув. пр. о пог. 468. Çулла тĕтре пулах тăрсан, кăрăç нумай тухать. Если летом часто бывал туман, грибов уродится много. || Всходить (о хлебах). N. Калчасем тĕ ешĕл тухрĕçĕ. N. Тырăсам мĕле туххăрç? || О колосе. N. Ырашсем тата поç тохса тикĕсленчи вара? || Выйти замуж (украдкой). Юрк. Куç умĕнче сарă каччă, тухăп кайăп, мĕн тăвăн? Альш. Тимĕрсел чăвашне качча тухса (т. е. вăрттăн) килет, тет. || Выигрываться. N. Патша хĕрпе окçалла выляса окçа тохмарĕ — çилентĕм, тет Йăван. || Проходить. О земл. Çапла акнă хыççăн вăрлăх витĕнтĕр тесе, çийĕнчен сӳрепе анчах тухаççĕ. || Проходить (в дверь). || Приниматься. N. Çамрăкла ĕçрен юлакан ватăлла (ĕçе) тухать, тет. (Послов.). || Случаться (о пожаре). Шинар-п. Çавăн пек эпĕ астăвасса пирĕя ялта тăватă хут тухрĕ (пожар). N. Çа вăхăтра лапах манăн пиçмо тоххăрĕ. || Выгорать (о деле). Кан. Ну мĕнле? теççĕ пашелсем.— Мĕн мĕнли, ĕç тухмарĕ. N. Ăна тилмĕрсе мĕн тухасси пур. N. Эпĕ шухăшланипе ĕç тухмас ĕнтĕ. || Орау. Вăрман кăçан тухать сирĕн? Когда получите разрешение возить. Альш. Сирĕн кăçал вăрман тухат-и? Удастся вам нынче выхлопотать лес? || Скинуться. Панклеи. Попляканă çĕртех çак арçурин хĕреç тохнă-ӳкнĕ. || Выгружаться. Тайба. Т. † Атăлтан арпус тухат-ĕçке, тулса тухнă уйăх пек. || Выйти из употребления. N. † Порçăн тотăр полăтăм, эп хĕр поçĕнчен тохмăтăм. N. Пирĕн... юрамисĕре тухрĕç, улăштараççĕ çак хушăра. N. Арман тухрĕ, ун вырăнне пĕр çӳпĕ-çапă кăна тăрса юлчĕ. || Появляться. N. Вăл (корь) ачана анчах тухать. N. Çула ача чирĕ тухрĕ, тухтăра шыраса Ишеке çитрĕмĕр, Покровскине те çитрĕмĕр, хулана та çитрĕмĕр. || Проходить (о болезни). Нюш-к. Чир çыпăçнă чухне купи-капанĕпе килет, тухнă чухне йĕп çăрти витĕр тухать, теççĕ. Шурăм-п. Чир тухса кайрĕ. || Окончить. Иваново. Эпĕр хамăр ялтан тухсан, манăн двухклассный школа каяс килетчĕ. || Кончиться, заканчиваться, оканчиваться. Изамб. Т. Час-часах хĕлле, раштав типпи тухсан, ĕçкĕ ĕçеççĕ. Альш. Çĕнĕ-кассăн вĕçĕнче çӳлти эрет тухнă çĕрте. Ст. Письмерь, Ставр. Кăнтăрлахи кĕлĕ мункун кунĕ хĕвел тухас умĕн тухать. Альш. Хăят кунĕ (16 июня) каçпа тин хай кĕвĕ каласси чарăнат: уяв тухат вара. Ib. Михайла эрни тухсан, тепĕр эрне хушшинче. Ст. Яха-к. Çăварни тухса кайнă чухне çынсем пурте çăварния ăсатса яраççĕ. Бюрг. Мункун эрни тухсан ытларикун. Календ. 1904. Вара çăварни тухиччен эрнипех сĕт, çу, çăмарта, пулă анчах çиеççĕ. N. Эпĕ санăн çыруна илтĕм мункуя эрни тухнă кун. || Настаиваться (о чае). Альш. Чейĕ тухаймарĕ-ха. Чай еще не настоялся. || Проходить, проезжать по более узкому месту, напр., по лесной дороге, по улице, по засеянному полю и пр. Трень-к. Пирĕн Чăкăртан киле таврăннă чух пĕр вĕтĕ вăрман витĕр тухмалла. Разум. Пĕр çĕрте çĕнĕ çул (дорога) икĕ халăх çĕрĕнчен пĕрин витĕр тухса каймалла полнă (должна была). Богдашк. † Урамăрсем вăрăм, тухма çук. N. Эпĕ пĕр чăрăш тĕлĕнчеччĕ те, чăрăш витĕр тохса тивĕрĕ мана. || Прибыть, приехать. Сред. Юм. Кăш прахутпа тохрăн? На котором пароходе приехал? || Быть изобретенным. Шурăм-п. Пăрахутсем тухсан (были изобретены) та, çавăн пекех пулчĕ. || Подниматься. N. Мăрьесенчен паян кунĕпе тĕтĕм тухать? || Достаться. Бгтр. † Ой тутри, хĕр тутри, тутри хĕрĕн пулсассăн та, укçи хамра тухнăскер. N. Халăх çине тухрĕç (анасем). Ала 6. Шăпа ячĕç, тет: çав çĕлен урлă каçма кама тухать, тесе. Изамб. Т. Эпир, аван çаран тухнисем, пăсма памарăмăр (не позволили переделять). N. Сана та ним те тухас çук. || Явиться. Синъял. † Турă çырни тухаччен атте патĕнче пурăнтăмăр. || Появляться (об облаках, зверях и пр.). Кн. для чт. I, 15. Каçхине çумăр пĕлĕчĕсем тухнă та, çумăр çăва пуçланă. Синерь. Мĕн пирĕн палумия тухрĕ (что это такое появилось, что ест наши яблоки), тесе калать, тет, ывăлĕсене. || Скипеть. Орау. Вуник минут анчах юлчĕ, сăмаварне лартмастăп та ĕнтĕ, унччен тухаймасть вăл. || Вернуться. Орау. Хам укçа та тухмарĕ. Ib. Пушмака кĕркунне тенкĕ те вунă пус панăччĕ. Хакĕ тухрĕ-ши унтанпа? || Набираться для продажи. N. Сĕлĕ тохмас сотмалăх. Орау. Ку шăмата пĕр пилĕкçĕр хăяр тухĕ-ши? — Мĕн пилĕкçĕрĕ, пĕр икĕçĕр тухĕ. Наберется ли к субботе 500 огурцов? — Где пятьсот, ладно если наберется двести. || Спориться (о деле). Юрк. Ĕçĕ (у него) кĕсем урлă та тухмаст (не выходит, т. е. они ему ни в чем не помогли). Ib. Вĕсенчен кăна ыйтнипе нимĕн те тухманниие курсан, ку татах урах май шыра пуçлат. || В. С. Разум. КЧП. Пьесси те вĕсен кулăшлăрахскер, çавăнпа лайăх тухрĕ. || Чхĕйп. Тата тупăк тунă чух тухнă турпаса пурне те пуçтарса илнĕ те... (собирали). || Стать, сделаться (кем либо). Шорк. Олпута тохнă, попа тохнă. N. Асла тух, мухтава тух. Сред. Юм. Учитĕле тухнă. Доучился до учителя и служит учителем. Рукоп. календ. Прокоп. Начара тух, вĕте тух, вака тух. N. Эмелçĕ хăй пĕлĕвĕ тăрăх асла тухать. N. Санăн варлă çынну, санăн тусу тăшмана тухсассăн, сана вилес пек хуйха ӳкермест-и? N. Вĕсем типсе пĕтсе кайнă хăравçа тухнă, ялан айăплă çын пек тăраççĕ. N. Эсĕ мĕнле чина тухан? || Превращаться, обращаться. N. Аскăнланса çӳрекен çын çемйине тĕрлĕ усалтан сыхлас вырăнне хăй тăшмана тухать. N. Навуса тухнă, обратилось в навоз (о железе). || СРОВ. 11. Ухмаха тухнă-и-мĕн ку çын? Она сошла с ума? || Увольняться, оставить службу. N. Вăл вырăнтан тухатех, теççĕ. N. Халĕ эпĕ вырăнтан тухрăм, ĕçлеме юрамаçть. || N. Пĕр министр ĕçĕпе айăпа тухнă пулсан, вăл айăп ытти министрсем çине те ӳкет. || Потерять образ. N. Ну тулĕк эс этемлĕхрен тухрăн, саншăн кулянап. Микушк. † Çын хурланă пуçăма эс хурласан (обракует, обидит), тухать çамрăк пуç çынлăхран („теряет всякое достоинство и выходит из числа людей“). || Дожить. || Быть в обращении (о деньгах). К.-Кушки. Ку укçа тухнăранпа çичĕ патша улăшăннă. С тех пор, как эти деньги были в обращении, сменилось семь царей. || Ослушаться, перечить. N. Эпĕ хушнинчен ан тухăр. СЧЧ. Çемьесем кирек хăççан та аслин сăмахĕнчен тухни çук. N. Эпĕ каланă сăмахран ан тух. N. Вĕсем сăмахĕнчен тухас мар. || Происходить, образоваться. N. Çак вĕрӳçĕ сăмах тухнă вĕр тенĕ сăмахран. || Вылезать, выпадать. Орау. Пакшан пырши тухнă, тет, хăй çапах тепĕр турат çине сиксе ларасшăн, тет. Чураль-к. Çӳçрен ярса тытсассăн, çӳç тухмасăр ямаççĕ (парни). N. Ăйхинчен вăраничченех ăна пĕтĕм ăшĕ-чикки тухса ӳкнĕ пек туйăннă. Орау. Темскер мăккăли шалтан мăкăрлса тухать (выходит изнутри тела наружу). || Встречать. Сунт. Лисука илме тухакан пулман. || N. Эпĕ кăçал тыр вырма тухаймарăм, икĕ эрне питĕ йывăр выртрăм (лежала, хворала). || Собраться. Альш. N. Вăл хайĕн начар çара-çунине, начар кĕсрине кӳлнĕ те, кайма тухнă. N. Эсĕ каймаллах тухнă-и? Ты совсем собрался? || Приводить. ТХКА 51. Çак çул хамăр яла тухать пулас. Çак çулпа киле каяр. || Начинаться. Ачач 4. Нимĕç вăрçи тухиччен пĕр çирĕм çул малтан. || Употребляется в качестве вспомогательного глагола. Альш. Чăнах та ачи уйăрăлса тухат, е тухса качча каят. N. Ишсе тух, переплыви. Юрк. Тăрахтире кĕрсе лайăх яшкасем çисе тухат. О сохр. здор. Çапла вара пĕр чирпе хăш чухне ялĕпех чирлесе тухаççĕ. Артюшк. Вăл ту патне пынă та, лумпа çĕмĕрсе тухнă (пробил насквозь). Баран. 237. Çанталăк лайăх тăнă чух, çак çула ик-виç кун хушшинче ишсе тухаççĕ (проплывают). N. Кунта мĕн çырнине каласа тух. Произнеси (по порядку все те числа, которые здесь обозначены цифрами). N. Пухăва тухсан-тусан, хайхине пуянсем хутлăхне сĕтел хушшине кĕрсе ларма вырăн та пара пуçларĕç, тет. Орау. Пасар майĕпе кĕрсе тухсан-тусан тем пулĕ-ши: те парĕ, те памĕ ĕнтĕ ку вир-ял (деньги). N. Унта çапăçса кам мухтава тухин, ĕç халăхĕ мухтава тухать. Якейк. Кăк кăларнă чох, чакалтасан-чакалтасан, калаççĕ: халь кăк тоха пырать та-ха (корень при корчевании начал выходить). СТИК. Эп унпа кăшт калаçасшăнччĕ, темле тĕпелелле пăрăнтăм та, кайран пăхап — вăл туха кайнă. Микушк. Эпир пуснă вырăна тивлет пусса тухтăр-и? (Из свад. такмак’а). Изамб. Т. Эпĕ кĕмен! Вĕсем хăйсем вăрласа тухрĕçĕ. Кив-Ял. Емелкке кукăр туя илсе йыхăрса тухрĕ пухăва. Альш. Тепĕр тĕслĕ халăх: тутар, мăкшă, вырăс, хăйне ушкăн лара-лара тухнит (расселились). В. С. Разум. КЧП. Иртсе кайнă чух пирĕн пата кĕрсе тух. N. Пĕçерсе тухаççĕ. ТХКА 5. Аттерен уйăрлса тухнăччĕ. Янтик. Тăваткăл минтер, хăмаç пит, сарса тухăр сак тулли; çак Тимешĕн хĕрĕсене курса тухăр (е: юлăр) куç тулли. ЧС. Вара чӳклекен ăстарик пӳртри çынсене пурне те пĕрер курка сăра ĕçтерсе тухрĕ. (Ача ячĕ хуни). Ильмово. Вырăна çитсен, ăрам пек тăрса тухаççĕ те, такмаксем, сăвăсем калаççĕ. Юрк. Малтан çуна пуçланă çурт çунса пĕтиччен аллă-утмăл килле пĕтерсе те пăрахат (тухат). Истор. Пилĕк сахат хушшинче вĕсен мĕн пур карапне пĕтерсе тухнă. || Так гонят собаку. N. Тох, мар-тох (на собаку кричат). Тюрл. Тох! Пошла вон, цыма, тубо! (отгоняют собаку).

тăн

подр. шумному бегу. Сятра. Вăрăм-тони тăн-тăн-тăн! чопса каят, тет те, серете çорăкăнча орине хоçат-ярат, тет. || Подр. барабанному бою. Кушакпа автан 10. Параппан тăн-тăн-тăн, ылттăн хĕлĕх нăй-нăй-нăй. || Подр. звуку, получающемуся при отпирании замка. В. Олг. См. тăрăн. || Подр. звуку, получающемуся при тканье. Сред. Юм. Пир тĕртнĕ чохне ôраççине утаççĕ те, хĕçпе тăн, тăн! тутарса пырса хĕстереççĕ. || Подр. боданию. Алик. Качакасем утă капанне тăн! тутарчĕç, тит те, шăнкăр укçа пăрахса хăварчĕç, тит. || Подр. внимательному слушанию. КС. Шик! шăхăртăм та, тăнн! тăрса итлерĕ (прислушиваясь); пĕрре кăçкăртса ятăм та, эх, тара пачĕ-çке! N. Çав вăхăтра юрланă сасă илтĕнчĕ. Пурте тăнн! итле пуçларĕç. || Подр. внимательному глядению. Савельев. Пирĕн пӳрт хыçĕпе пĕр çын тăнн! пăхса иртсе карĕ (внимательно, стоя). Якейк. Ха, виç стаккан ереке пуçа тăн (scr. тă-нă) карĕ.

тăри

подр. боданию. Алик. Качакасем утă капанне тăрн тутарчĕç, тет те, шăнкăр укçа пăрахса хăварчĕç, тет. (А раньше было тăрст). || Подр. аккуратности. Г. А. Отрыв. Ăна (пуховую подкладку, набивку) çĕлĕк пуç çинче çулĕ тăрн-тăрн ларма тунă тăхăнсан.

тăрна куçĕ

букв.— глаз журавля. Употребляется в сравнениях с частицей пек: тăрна куç пек — означает прозрачность воды, „как журавлиные глаза“. Собр. † Пурçăн тутăра çумашкăн тăрна куç пек шыв кирлĕ. N. Вăрманăн тепĕр хĕрринче тăрна куçĕ пек тăрă шыв шăнкăр-шăнкăр туса выртать. Сборн. по мед. Лайăх çăл шывĕ тап-таса, тăп-тăрă, тăрна куçĕ пек пулать. СТИК. Çавăнти çăлти шыв тăп-тăрă, тăрна куç пек.

тăрст

подр. паданию на пол или на землю. ЧС. Унччен те пулмарĕ, чăнкă çĕре ярăнса çитрĕм те, тăрст персе антăм. Алик. Качакисем тăрст, тăрст сиксе килеççĕ, тет, тăрст тĕкрĕç, тит те, шăнкăр укçа пăрахса хăварчăç, тит.

кĕçĕн хапха

калитка. N. Шăнкăр, шăнкăр туй килет, аслă хапхаран тухат те, кĕçĕн хапхаран кĕрет. (Кăвар туртни).

хушă

промежуток, расстояние. Юрк. † Улăх хушши ултă çухрăм, çĕлĕк ӳксе юлайрĕ. Бес. чув. З. Ял варринче икĕ мечет ларса тăнă, хушшисем инçех те мар. N. Кашни йывăçа хушшине пĕрер хăлаç хăварса лартрăм. Ала 54. Çул çинче ял хушшисем инçе, е вунă çухрăм, е вунпилĕк çухрăм. ЧП. Пирĕн хушшăмăрсем пит инçе. N. Хушша пĕрер хунар хăварса... Тим. † Çĕр чăтайми пӳрт ларттартăм, хушшинчен кĕрилтса кастартăм. Регули 102. Воннă çохрăм хошшинче (тăххăр çохрăм иртсен воннă çохрăм шăнче) номай йăвăç касса пĕтернĕ. || Разница. Нюш-к. Пирĕн иксĕмĕрĕн хушшăмăрта асли-кĕçĕнни виç çул та çук пуль. || Альш. Кӳршĕ-аршă хушшинчен кӳл пек сăра турăмăр. || N. Пирĕн хурăнташ, е тăван пиртен инçе пурăнсан, эпир пĕр-пĕринпе хушшăмăра çыру çыратпăр. ЧП. Пирĕн хушма (= хушăмăра) кĕрен тăшмансем. N. Хампа сирĕн хушшăмăра, сирĕнпе хам хушша. || В расчете. В. Олг. Иккĕн хошă татăлса. Ib. Хошă-хопă татăлса. || То место, где соединены два предмета вместе. СТИК. Сĕтел çинче икĕ хăма хушши расах йĕр выртать. Изамб. Т. Китăн шăлĕсем шултăра, усен пĕр-пĕрин хушши пур. Яргуньк. Çав пушмак хушшинчи кĕрпе пăрчи тухса выртса мăн хурчка пулса алтана тапса вĕлерчĕ, тет. || А.-п. й. 56. Йăви пĕр юплĕ йăвăç урлă вăшт сиксе каçса кайрĕ. Кашкăрĕ, пысăк пирки, йăвăç хушшинех хĕсĕнсе юлчĕ. Актай. Кайăк пĕр юман хушшипе йăлт! сиксе каçса кайрĕ тет. || Ыраш 4. Утса пыратăп çак хушăпа хайхи кĕççе пек çемçе çерем тăрăх. Сылтăм йĕнче хайхи пĕве çитнĕ ыраш. Сулахай енче симĕсрех сĕлĕ. || Сам. 67. Лаши чупрĕ юртăпа малти хушшалла. || Промежуток времени. ЧП. Эрне те хушши çичĕ кун. Баран. 140. Хĕллехи сивĕ иртсе сасартăках çула пулса тăмасть: ик хушăра çуркунне пулать. Юрк. Çак эрненĕн хушши çичĕ кун. СЧЧ. Çуркунне мункун хушшинче вилчĕ (на пасхальной неделе). Лашм. Пĕрне-пĕри, тантăш, хытă ан кала, уйрăлас хушшăмăрсам инçе мар. Г. А. Отрыв. † Калаçас хушăсем, ай, сайралчĕç, уйăрлас хушăсем çывхарчĕç. Регули 59. Çӳремелли хошăра коленех çӳресе. А.-п. и. З6. Çав хушăра тилĕ вăшт! тухса сирпĕнчĕ шăтăкран. Ib. 36. Çав вăхăтра эпĕ тухса тарăп та, вĕсем сана пăрахса ман хыççăн чупĕç. Вăл хушăра эс те вĕçсе кайăн,— тет. Ib. 39. Кайăк хыççăн чупса хăшкăлнă хушăра Çахарăв пичкери кăвасĕ веçех юхса тухрĕ. О сохр. здор. Çавăн пек тислĕке нумай хушă тăкмасăр тăрса килте çĕртни хамăр сывлăхах пит усал. Актай. Пĕрре куккăшĕсем пурте пускиле тухса кайрĕç, тет. Çав хушăра (в это время) çавсам петне виç вăрă пычĕç, тет. N. Çав хушăрах, в то же самое время. Шурăм-п. 20. Хушăран-хушăран (время от времени) пуплекелеççĕ (перекидываются отдельными замечаниями). N. Вăл çук çынсене хушăран хушă (по временам) укçса та валеçнĕ. N. Пирĕн кунта пĕр хушăра вăрçă чарнать, тесе пуплерĕç. Регули 123. Апат çияс хошăра онта кайса килет. Ib. 1190. Апат çинă хошăра каларĕ. Ib. 181. Эпир апат çинă хошăра вăлсам ут кӳлчĕç. Ib. 124. Апат çияс хошăран туса илет. N. Эс вăлсампа халапланса тăнă хошăра эп чай ĕçсе тохрăм. О сохр. здор. Ĕçленĕ е çӳренĕ хушшинче тарланă пулсан, çири тумтире хывса пĕр кĕпе вĕççĕн анчах тăма хăрушă вара. Дик. Леб 46. Тата тен санăн хăш чухне пур енчен те чаплă пурăннă хушăранах ĕлĕкхи хăвăн пурăнăçна та астуса илессӳ килĕ. Панклеи. Старик кайăксам ларнă хошăра (пока) холян веçернчĕ те (высвободился), анчĕ йоман котне (слез с дуба). Регули 180. Çомăр çунă хошăра эпĕр йывăç айĕнче тăтăмăр. N. Эпĕр вăрмана кайнă хошăра эсĕ тохса карăн. N. Килтех пурăнатчĕ пулас пĕр хушă, некоторое время, кажется, дома же жил. || Период. Сл. Кузьм. 76. Анчах вăл та пĕр хушă тем чирлĕ çын пек çӳрет. N. Пĕр хушă иртсессĕн. N. Пĕр хушши. Кан. Кăшт вĕреннĕ хушăрах лайăх çырма вĕренчĕç. Чт. по пчел. № 17. Çу каçа вĕрентнĕ хушăран тата пĕрер уйăх вĕрентет. Орау. Иртнĕ çура ĕç çинерех (около страды) пĕр хушă çăмăр пит хытă çурĕ. || В течение. N. Виç сехет хушши кĕнеке вулас пулать. N. Темиçе кун хушши. Кан. 1919. Акă ĕнтĕ хура халăх хăй пурăнăçне юсама тытăнни икĕ çул çитрĕ, икĕ çул хушши хура халăха хăй пурăнăçне юсама пуршуаçи картласа тăчĕ. N. Çын тавлăк хушшинче пĕтĕмпех сывалса çитнĕ. М. Сунчел. Çав çыннăн пĕр эрне хушшинче икĕ ывăлĕ вилчĕ. N. Кĕсре хăмласанах ăна пĕр эрне хушши ĕçлеттерме юрамасть. И. Тукт. Ун пуçĕнче хăйĕн кĕске хĕр ĕмĕрĕ хушшинче пулса иртнĕ ĕçсем пĕтĕмпех вĕçленсе çитрĕç, тусанлă çул кăна çаплах вĕçленмест. Капк. Нумай çул хушши Сахрун хуçа патĕнче тарçăра муталанса пурăннă. N. Çулталăк хушшинче вăл çĕр тавра вуникĕ хут çаврăнать. О сохр. здор. Çапла (таким образом) пӳрте пĕр виç кун хушши уçă тăратас пулать. N. Çулталăк хушши ĕçлесе пурăнсан, эпĕ тата урăх чирпе чирлерĕм. Янорс. Çав çуртсене пĕр вунпилĕк минут хушшинче вут çавăрса илчĕ. Кан. Ултă уйăх хушши чирлисем пурĕ 6589 кун выртнă. || Между, меж, иногда переводится как предлог в, а также к. НР. † Икĕ юман хушшинче. Между двумя дубами. ГФФ. † Çич çул юппи хушшинче çич çул выртнă юр куртăм. Между (этих) семи дорог я увидел снег, лежавший семь годов. ГФФ. † Шăл хошшинчех осраттăмччĕ. Берег я ее (песню), хранил меж зубов. ГФФ. † Шăнкăр-шăнкăр шыв йохать хомăшпа хăях хошшипе. Вода бежит и журчит меж осоки и камыша. НР. † Ыраш хăмăч, хушшинче... В ржаном жнивье... ГФФ. † Пирĕн ĕмĕр иртсе кать шохăшпа хойăх хошшипе. (Ĕлĕкхи юрă). Весь век наш проходит в думах и заботах. (Из старинной песни). А.-п. й. 39. Пытанса вырт тĕм хушшине,— тет улатакка. Ib. 62. Эй, паттăр юман, хăвăн ăшă туратусем хушшине çуркуннеччен куртсем,— тет. Юрк. Йăмра хушшине юр лартсан, çула пыл пулат. Янш.-Норв. Йăвăç юппи хушшине юр ларнă. В. Олг. Лаç хошшинче, между лачугою и амбаром. А.-п. й. 16. Ак пырать хайхискер лăпсăркка юмансем хушшипе. И. Тукт. † Хура шăрçа хушшине те йĕпкĕн мерчен ан тирĕр. Альш. Етремен хушшинче çуркунне пĕтĕмпе шыв юхать. Ачач 109. Чупсан-чупсан, пĕчĕк вар хушшинче тата тепĕр икĕ ачана хăваласа çитнĕ. Ib. 36. Ирхине вĕсене, е уроксем хушшинче тултан класалла аран-аран кĕртетĕр. Чт. по пчел. № 17. Вăйпа ĕçленĕ хушăран пуçпа та ĕçлесен... Регули 1152. Çынсам хошшипе чопса кайрĕ. Ib. 1153. Ик йăвăç хошшине çакрăм. Ib. 1469. Ир те каç анчах çырать; аттипеле ман хошăра ларчĕ. Ib. 1046. Иксĕмĕр хошăра ойрăпăр. Юрк. Хамăр хушшăмăрта калаçса ĕçе пĕтерме пулат (сладиться). Сред. Юм. Тем сăмах хошшине тăрса йолчĕ. (Каламалла сăмаха сăмахланă чохне калама астумасан çапла калаççĕ). Б. Илгыши. Мучи, мучи, мулаххай, мĕн мулаххай сулахай, пришёл патне вир патне, çерки патне сӳс патне, ула качака хушшипа, кама юратан, Микула? Регули 1154. Вотă хошшинче топрĕ. Ib. 1096. Сăхман хошшинчен (хутĕнчен) топрăм. N. Чакак, чакак, чакаклать çичĕ хула хушшинче. Ачач 19. Шахрасатă, пин те пĕр каç хушшинче тĕрлĕ илемлĕ юмахсем каласа, усал патша кăмăлне çавăрнă пулать. Регули 1191. Апат çинă хошша çитрĕм. || Регули 1372. Пирĕн хошшарах хор. || В середине. N. Çавăнтан кайран анаталла аннă чух питĕ хăраттăм: е ачисенчен малтан анаттăм, е хушшинче анаттăм, || Среди. N. Çав хушăра хăшĕ çыру пĕлсе, çав хушăрах тата çыру пĕлменнисем те пур. НР. † Ул-тантăшсем хушшинче... Среди парней-сверстников. || Промеж. Образцы. † Ылттăн кăвакал çуначĕ хушшинчен кăвак пĕлĕт курăнать. || По. А.-п. й. 15. Ак пырать хайхискер чăтлăх вăрман хушшипе. || За. N. Сахар сĕтел хушшинче çаплах юрă юрласа ларать. Захар, сидя за столом, распевает песни. Юрк. Пурте кĕрсе, тĕпелелде иртсе, сĕтел хушшинелле кĕрсе ларăр (гостям). В. Олг. Кăмака хошшинче, за печкою. || Иногда не переводится. НР. † Орам хушши такăр мар. Улица не гладкая. ГФФ. † Орам хушшинчи йомрийĕ, кайăксем тăрса кайсассăн, йомри йолать хомханса. Когда с ветлы, растущей на улице, улетят птички, тогда она так и заколышется. Альш. Шари-шари кăшкăраççĕ, урам хушшине ян çураççĕ. Собр. Çĕнĕ ял урам хушшине кĕленче сарса тухнă-ĕçке.

хăях

(хы̆jах), осока. Рак., Кайсар. № 110. Н. Седяк. Хăях çулçи алла касать. N. † Ула кĕсре тьыхине хăях утă та йореччĕ. ГФФ. † Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать хомăшпа хăях хошшипе. Вода бежит и журчит меж осоки и камыша. || Листья у пшеницы. Юрк. Тулă хăяхĕ, листья у пшеницы. Тайба-Т. † Хире тухрăм çӳреме, ялан тулă хăйăхĕ.

хăмăш

камыш. Н. Седяк. Альш. Çавра кӳлте ик хăмăш, пĕрин пуçĕ уйăх-тăр, пĕрин пуçĕ хĕвел-тăр. ГФФ. † Шăнкăр-шăнкăр шыв йохать хомăшпа хăях хошшипе. Вода бежит и журчит меж осоки и камыша. N. Тĕпне хомăш пек, тăррине чакан пек ту. Рекеев. 1) Лаптак хăмăш, 2) чăмăр хăмăш. N. Пĕр пĕрчĕ хăмăшпа шыв ятăм, виçĕ пĕрчĕ хăмăшпа çу ятăм. || Синерь. † Вăрăм курăк тăрăнче вăрăм хăмăш умханать. || Тростник. Образцы 79. † Унăн йăвине мĕн витнĕ? Хăмăшран касса хăва витнĕ. || Поплавок из камыша или из пробки и пр. Череп., Бур.

кăвар

(кы̆вар), жар.. т. е. горячие угли. Собр. Шăнкăр-шăнкăр туй килет, лупашкана анах каят. (Кăвар туртни). Ск. и пред. 36. Пит çăмартисем кăвар пек çунса анчах тăраççĕ. Пухтел. Хутса ярап (затоплю) та, кăвар пулсан, сăмувар лартап. || Орау. Ачи кăвар пек пĕçерсе выртать (лежит в жару?), тит.

кăна

(кы̆на), только; исключительно. СТИК. Ун ячĕ кăна чăваш, пурăнасса вырăсла пурăнат. Он только по имени чувашин, а живет по-русски. Ib. Ку япалана ахальрен кăна, кăтьăр-катьăр тукаласа хунă. Этот предмет сделан очень плохо; только так себе, Ib. Ахальрен кăна кĕрсе тухам, терĕм. Я зашел так, от нечего делать. Ib. Клетки кăна тăрса юлнă. Остались одни кости да кожа. Халапсем. 29. Кувăн аттисем ман урана чух кăна (как раз в пору) пулмалла. Юрк. Хăш чухне тата çавăн пек хăй кăмăлне килнĕ кĕнекесене хăй вуланипе кăна мар, ытти çынсене те вуласа пăхма панă. Ib. Ĕлкĕрсен, эй çиме аван пулат-çке! — темĕн тĕрлĕ тутлă. Ăçтан кăна чăвашсем апла тума вĕреннĕ-ши! Ib. Унта эпĕ шăмăсем кышласа кăна пурăнăтăм (т. е. мне было-бы хорошо). Ib. Епле кăна тыррăмсене выртарса, анкартне кӳртем-ши? Ib. Кăна мĕн кăна тăвам-ши, хай пуçăм тата ырата пуçларĕ-çке? тет, тĕлĕнсе. Ялюха М. Ун пеккине кăна эп куркаланă ĕнтĕ (много я видел таких-то; гов. с пренебрежением). Альш. Ку ача ашшĕпе амăшне: çăкăр парăр, тесе кăна тăрат, тет (все просит хлеба). Лешсем ăна касса парса тăраççĕ, тет. Изамб. Т. Хăранипе чĕтĕресе кăна тăтăмăр (во время грома). БАБ. Каçхине çурçĕр тĕлĕнче кăна пырать, тет те, эл алăкĕсене, пырса, шакăртаттаратьчĕ, тет, эл тата etc. || Только что. Землед. Эпĕ чей ĕçсе кăна тăранначчĕ, трактире çынсем пухăна пуçларĕç. Хурамал. Пусас кăна, тенĕ чухне... || Употр. для большего оттенения той или иной черти. N. Лутра кăна хурăн, низенькая березка; хура кăна çын, красивый такой брюнет; пĕчĕкçĕ кăна, малюсенький; çамрăк кăна, молодой такой. (Некоторые слова являются характеристичными для отдельных говоров; напр., понятие исключительности выражается в них различно: анчах — чаще у верховых чуваш, çех, çеç, çих, çиç — у чуваш средней полосы, кăна — у южных, низовых; тулккĕ — у нек. низовых). Юрк. Пĕр начяр кăна пурăнакан чăваш та хăй ачисенчен пĕрне çыру вĕренме ярат. Ib. Малтан пăттин пĕçереççĕ, унтан тиркĕ çине ăссан, çу сапсан, калекпе пит лайăх кăна (как следует) пăтратаççĕ. С. Айб. † Лашана çапрăм лайăх кăна (сильно), старик тăрах юлчĕ! Альш. Вĕсем те Çерçикассийĕн вĕçнерех кăна пурăнаççĕ (ютятся у конца деревни). Никит. Пурне те питĕ кăна (очень даже) йывăр килчĕ (в засуху). || Иногда в песнях, как бы только украшает речь. Кубня. См. ытар. Альш. † Шăнкăр кăна, шанкăр шывсем юхать, шăнкăрчă чĕпписем шыв ĕçет. Ib. † Улма йывăç лас кăна (развесистая): турачĕсем вак кăна. Бел. Гора. † Çеçен те хирте çаврака кӳлĕ, çаврака кӳлĕре тăватă кăвакал; персех илĕттĕм амине кăна, тăкăнса юлĕ мамăкĕ кăна. ЧП. Хура кăна çĕлен эпĕ вĕлертĕм.

кăпăк

(кы̆бы̆к, кŏбŏк, Пшкрт: кы̆βы̆к), пена. ПВЧ. Шăнкăр-шăнкăр шу йохнă чох кăпăк вăр-вăр, ай, çавăрнать (быстро кружится). Якейк. Утĕнчен кăпăк татăлать. С его лошади падают хлопья пены (от усиленной езды). Изамб. Т. Хăйсен лаши кăпăк кана (вся в пене). Кан. Çăвартан кăпăк кăларсах тупăшнă (спорили). Ск. и пред. 104. Тытрăм, тытрăм! Ăçта вăл? тытрăм — пушă параппан, чĕлхен кăпăк (пустое слово) сăмаххи. || Так обзывают пустого хвальбишку. Орау. Эй, кăпăк! калаçса тăран! Ib. Кăпăк! хăпарса çӳрет!

кăр

(кы̆р, кы̆рр), подр. звуку катящегося тела, напр., деревянного диска (кружка). Б. Хирлепы. Хутне (бумагу) кăр кустарса ячĕ, тет; хучĕ каймарĕ, тет. Б. Яныши. Çул çинче кăшăрт-кăшăрт тунине илтсен, салтаксем кĕтӳ пек кăр! тутарса (толпою) тараççĕ. || Подр. ровности, прямизне, стройности нескольких предметов. Сĕт-к. Кăçалхи сĕлĕ кăр ларать (стоит ровно), вырма хӳхĕм. Йерк. 172. Емеленпе халăхсемпе кăр тăрса, пур тĕнчешĕн тупăп, терĕ вăл, телей. Сала 109. † Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать, ик аяккипе хурăн кăр ларать. Самар. † Шăнкăр пĕрти шăнкăр шывсем юхать, икĕ айăккипе хурами кăр ларать. Альш. Лере, сăртра, вăрман урлă Пушчă курăнать, Пурчав чиркĕвĕ, улпут çурчĕ...: Шыв хĕррипе пырать кăр! (сплошь, по прямой линии) хăмăш. || Подр. повороту? Альш. Ял çывăхнех пымас, яла аякка хăвармас: кăр! выртать çаврăнса ялăн пуçне маййăн (речка). || Ровный (о холоде)? Уфим. Кăрлачă тесе, питĕ кун (погода) кăр сивĕ (очень холодно) килнĕрен калаççĕ. || Быстро, мигом. Орау. Пурте кăрах саланчĕç! (разбежались враз мигом). || Дружно, враз. Якейк. Хăярсам кăрах шăтса ларнă (= порте шăтса тохнă; всходы совершенно ровные). || В кружок. N. Кăр ларса тухăр, çĕр (кольцо) памалла выльăпăр.

хĕн

нужда, несчастье, страдание, мученье. КВИ. Асап килсен, хĕн килсен, шухăшласа ларатăп. N. Сан чĕрӳ анчах хĕн витĕр савăнаç пĕлместчĕ. Изамб. Т. Халĕ ĕнтĕ çуклăхĕ пĕр хĕн, ывăлĕсем суккăрри тата ытларах хĕн. N. Сасартăк хĕн килсен, икĕ çивĕчĕллĕ çĕççе час туртса кăларма пулать, тесе, эпĕ ăна кăларса пăхрăм. Турх. Ман савăнăç эс пулатăн. Хĕнре сана манмарăм. О сохр. здор. Çавăнпа вăл ĕçлекенсем яланах хĕне ереççĕ. || Трудность. N. Анчах ăна вырăна кĕресси хĕнсĕрех пулман (было не без трудностей). Т. IV. Çуркунне шыв хĕнпе кайсан, çăв йăвăр пулать, теççĕ. Янтик. Шăнкăр-шăнкăр туй килет, пирĕн аппана хĕн килет. (Свад. п.). || Трудные обстоятельства. Баран. 99. Хĕн килнĕ хутра хуçи хутне кĕрет (собака). В Трудный, тяжелый. N. Эпĕр питĕ хĕн çĕрте тăратпăр. N. Эсĕ ĕçлекен ĕçсенчен тата хĕнтерех тата аслăрах ĕçсем пур. Бгтр. Трудно, тяжело. N. Пире ку вăхăтра хĕнтерех килчĕ. N. Епле хĕн пулсан та, çыру ямасăр ан тăрăр. Пухтел. Кусартан пуçне хĕнччĕ-ха. Изамб. Т. Ун чухне тата хĕнтерех пулĕ (труднее). N. Питĕ хĕн килĕ. Пирĕн тăшман пит усал. N. Авалхи саманара çӳреме те пит хĕн пулнă.

шанкăр

подр. звону металла, звуку металла. N. Ку Кĕрка çите пуçласан (к кладу) вара шанкăр туса пухăнса анса карĕ, тет. Шорк. Хутаç тулли шанкăр кĕмĕл укçа кăларса тăкрĕ. Ib. Шанкăр, звук железа, если везут на телеге. Ib. Урапи çине вак тимĕр тиенĕ те, шанкăр-шанкăр тутарса килет. N. Сĕтел çине пăхăр укçа шанкăрр кăларса пăрахрĕ. || Подр. стуку кадки, брошенной на землю. || Совершенно, совсем (в сочетании со словом уяр). КС. Шанкăр уяр, совершенное ведро. Ст. Чек. Шанкăр уяр (и летом и зимой). Альш. Шанкăр уяр (зимою, на небе нет снежных облаков). Шанкăр уяр, сивĕ кун. Шел. 37. Шанкăр уяр çут куна илчĕ тĕттĕм хупласа. Бюрг. Шанкăр уяр, шар сивĕ, Хусан хули янăрат. Пазух. 52. И те шанкăр уяр, ай, çил сулхăн, янтăрать-çке Хусан чул лапки. N. Алăкăр умĕ шанкăр уяр, сиве шăнап, кĕрĕкне пар-ха, хăтаçăм. Баран. 94. Хĕвел тухăç енче çаплах шанкăр уяр тăрать. Дик. леб 41. Çурăм-пуç килнĕ чух тăвăл чарăннă, çанталăк лăпланса шанкăр уяртса кайнă. На заре буря улеглась, и опять стало ясно и тихо. || Употр. в сочетании: шăнкăр-шанкăр.

шанкăр-курăк

назв. растения. Кашк. Шăнкăр-курăк — кушак кĕпçи майлă, хыт çĕрте тухса ларать.

шанкăр-шăнкăр

подр. неодинаковому звову металла. См. шăнкăр-шанкăр. Н. Сунар. Иван патне çитсен, Ултӳттин (ин’) тенки шанкăр-шăнкăр сас парать.

шар

(шар), подр. воплю. См. шари. СТИК. Карчăк шар йĕрсе ярать. Старуха завопила. Якейк. Шар макăрса ячĕ. || Подр. крику. N. Вĕсенчен мĕн те пулсан ыйтсан, шар çухăрса анчах пăрахаççĕ. || Подр. ржанию. ЧП. Сар лаша шар-шар кĕçенчĕ. Саврасая лошадь заржала. Чăв.-к. Сарă лаша шар-шар кĕçенчĕ (у КС обыкновенное ржание). || Подр. пению петуха. Б. Илгыши. Автан шар-шар авăтса янă та, тиле витĕрех хăваласа кайнă. Бгтр. Алтан (ночью) шар! шар! авăтса ячĕ. || Подр. разрыву ткани. Сред. Юм. Кĕпене шарр! çôрайса кăларчĕ. Разодрал рубаху сверху до низу. КС. Шарр! — сильнее чем чарр! Ib. Ман кĕпене шарр çурса пăрахрĕ. Буин. Вăл тарăхнипе хăй кĕпине умĕнчен тытса шарах çурса ячĕ. Кратк. разск. 22. Хăранипе тумтирĕсене шар! шар! çура-çура парахнă. СПВВ. Шар çурăлса кайрĕ. || Подр. звуку, получающемуся при щепании косарем легко щеплющейся лучины. СТИК. Хăйă шарр! шарр! çурăлать. Лучина щеплется с особым звуком (когда ее щеплют косарем). Сред. Юм. Хăйă шар çиç чĕлĕнет (очень хорошо щеплется). || Подр. звуку шерстобитной струны. N. Шарр! çатлаттарать. || Подр. вытеканию сусла из жалейки или воды из втулки боченка, или воды из прорванной плотивы, устроенной весною детьми для забавы. Сред. Юм. Чӳлмек пăккине тôртса кăлартăм та, ăсла шарр йôхса тôхрĕ. Ib. Пичке пăккине уçсан пичке пăккинчен шыв шар йôхса тôхать. КС. Эпир ачасемпе çуркунне пĕве пĕверĕмĕр те, татса ярсан, шыв шарр юхса карĕ. || Ст. Чек. Ку шар-шар, шар шар юхат. || Подр. падению капель сильного дождя. Сред. Юм. Çăмăр шарр ячĕ. Ib. Çăмăр шарах ячĕ. || Переносно — о „разрывающемся“, т. е. о пораженном горем сердце. Н. Лебеж. Аттеçĕм чĕри шарах çурăлать. Батюшкино сердце так и разрывается. Ib. Ула-курак ларса юрă юрлать, Наçтанăн чĕрине шар çурать. СПВВ. Чĕре шарах çурăлса кайрĕ. Бел. Гор. Ман чĕрем шарах çурăлайрĕ. Шел. 107. Çавăнтах чĕре шарах! çурăлса, тĕшрĕлсе анса çĕре кӳплетсе кайса ӳкрĕм. || Очень, совсем. Образцы 19. Шăнкăр уяр, шар сивĕ, Хусан хули янăрать. Совсем ясная и очень морозная погода — звенит город Казань.

шарт

подр. треску. Шел. 126. Харăк-харăксем шарт-шарт! ванаççĕ, кĕленче пекех пăр саланаççĕ. С треском ломается сушняк и, как стекло, рассыпается в прах. Çутт. 17. Шарт-шарт! туса вут çунĕ, арăм кулаç пĕçерĕ. Будет с сильным треском гореть огонь, и жена будет печь белый хлеб. || Подр. удару хвостом, кнутом, прутом. Сунт. Хӳрисемпе шарт-шарт тукаларĕ те, тапратрĕ курăк çиме. Лошадь похлестала хвостом и принялась есть траву. Сенг. Унтан мана: ан ӳк, терĕ те, лашана пушăпа шарт! тутарчĕ. А.-п. й. 111. Юрланă май хăй кĕсрине пушшипе шарт! çапать. Ib. 113. Шарт! тутарать Кĕркури кĕсрине тепĕр хут. Шорк. Пĕчик кĕске пушăпа шарт та шарт çапать. Çутт. 71. Тилкепе вĕçĕпе кĕсрене шарт! тутарчĕ. Эльбарус. Ак сире çавăншăн, терĕ те, шĕшкĕ холли хуçса илчĕ те. Хĕре шарт анчах тутарса çапрĕ. Альш. Шарт тутарат та ашшĕне тыттарат, тет. Теприне амăшне тыттарат, тет. || Подр. удару грома. Малт. шк. вĕр. фиç. 113. Пĕр вĕçĕмсĕр шарт та шарт çапса, йĕри-тавра саланса кайса, хăлтăртаттарса тăрса, пĕтĕм сывлăша хумхатса ярать те, унтан каллах вăхăтлăха лăпланать. || Подр. внезапному испугу. Якейк. Мăнаçи (гром) çаппăр те, шартах сикрĕм. Б. Хирлепы. Йытти: хăр-хам! тере, тет, çынни шартах сикрĕ, тет. Сред. Юм. Эсĕ пит тарук çохăрса ятăн та, эпĕ шартах сикрĕм. Орау. Темскер эпĕ хăраса шартах сикекен пултăм (напр., при стуке внезапном и пр). ТХКА. 20. Пыйтă сăмахне илтсен, шăрка шартах сикрĕ. Чем люди живы. Симун шартах сикнĕ. Юрк. Карчăк хăраса шартах сикет. Истор. Адашев Крыма çитсе вăрçа пуçласан, тутарсем, пĕтетпĕр тесе, шартах сикнĕ. Разск. Пурин хутаççинчен те кĕмĕлсем сике-сике тухнине курсан, Яккăв шартах сикнĕ. Орау. Лаша сывмарланчĕ те, шартах сикрĕмĕр лаша вилесрен. Сред. Юм. Шарт сиктер. Сунт. Шартах сикет ун чĕри, хăйне темĕн пулнă пек, у него так и ёкнуло сердце, как будто с ним случилось что-то необыкновенное. N. Шартах сиксе вăран. N. Çывăрна çĕртен шарт сиксе вăран. Ачач. 14. Сасартăк шарт-шарт сиксе вăрана-вăрана каять. || Подр. неожиданному удивлению. Юрк. Пăхасăн, аллине кĕлĕ кĕнеки вырăнне хай шӳтсем кĕнеки çакланнине курсан, хăй те шарт тĕлĕнет. Ib. Вĕсем те вара шарт! тĕлĕнчĕçĕ. Ку кĕнекене ăçтан илтĕн, шартах хамăр чĕлхепе çырнă, теççĕ. Ib. Хайхисем, ку çак сăмаха тĕрĕс каласа парасса кĕтменскерсем, кулас вырăнне шарт тĕлĕнеççĕ. БАБ. Пирĕн ялти çынсем, çав тĕрлĕ асап курнине курсан, шарт тĕлĕнсе кайрĕçĕ, тет. N. Унтан пурте шарт тĕлĕнетчĕçĕ. || Подр. резкому удару в ладоши, удару ладонью по бедру, крыльями. С. Устье. Кайран çав охотник кулянса икĕ аллине шарт çапса тăрса пăхса юлчĕ, тет. N. Тĕлĕнсе аллисене шарт! çапаççĕ. Пазух. 91. Ай-хай-ах та, кинçем, ай, Наçтук пур, парниех те сарни çитмесен, çӳпçи тавра виççĕ çаврăнать, икĕ пĕççисене шарт çапать. Букв. 1886. Аттесем пĕççисене шарт çапрĕç. Ст. Айб. Кăвак-кăвак кăвакарчăн, шулап тăрăх кускалать, шулап хĕрне çитсессĕн, икĕ-çунатне шарт çапать. Пазух. 91. Кăвикех те кăвик кăвакарчăн шулапах та тăрăх кускалать. Шулапах та вĕçне, ай, çитсессĕн, икĕ çунаттине шарт çапать. N. Кулик-кулик кăвакарчăн, шуçлăх тăрăх кускалать, шуçлăх тĕлне çитсессĕн ик çонатне шарт çапать. N. Пĕççине шарт та шарт çапрĕ. Сред. Юм. Çавăн чол полатна, старав çынна лаша тапса вĕлернĕ тенине илтрĕм те тĕлĕнсе вĕççĕ шарт çапа тăран вит. Цив. Пĕчĕккисене хĕвеле сăхманпа чăркаса лартнă, хăйсен аллисене шарт-шарт çупаççĕ. Янш.-Норв. Шарт-шарт çупмашкĕн Чĕмпĕр алси пирте çук. Абыз. Çынсем манран юр ыйтаççĕ, манăн та юрă арчара, арча ушши арăмра! Арăм кайнă улаха, шарт çупать те сĕм ярать, йăлтăр-р-р курнан пир тăвать! Собр. Шарт! çупать те сĕм ярать (арăм), çиппи пулать ут хĕлĕх пек. || Подр. пощечине. Орау. Шарт тутарам (пощечина). Ib. Питĕнчен шарт! тутарчĕ (рукою или книгой). Шорк. Çав çын, ниме юрăхсăрскер, урама тухсассăн кама кирлĕ ăна шарт та шарт çопатчĕ. || А.-п. й. 30. Шарт! шарт! тутарса çапаççĕ (качакасем), кашни çапмассерен мăйракисенчен хĕлхем сирпĕнет. || Подр. щелканию зубами. Ачач. 69. Шăлсем шарт-шарт-шарт шартлатаççĕ (зуб на зуб не попадает). Баран. 41. Шăлне шарт-шарт шаккать (волк). || Подр. ломанию кости, дерева. Сред. Юм. Ори шартах турĕ, теççĕ, (Так говорят, когда преламывается кость голени). Ib. Пысăк патакпа та çапмарăм: ори шартах хуçăлнă. N. Шарт — перелом нетолстой вещи. Якейк. Торта шарт хуçăлса карĕ. Изамб. Т. Патак шарт! туса хуçăлат. || Ск. и пред. чув. 108. Ванать, шăтать чул тăпри, шарт та шартах çурăлса. N. Шартах (сломал так, что предмет раскололся вдоль — чĕрпекленсе). || Подр. удару волн. Шорк. Хом çыран çомне шарт пырса çапăнать. || Подр. закрыванию. Утăм. Алăка шарт! хупрĕ. Капк. Сасартăк капкăнăм шарт! туса хупăнчĕ. || Буин. Эпĕ тараккан çине пусрăм та, вăл шарт турĕ. N. Пĕр хĕрарăм кĕпесем çапать, шарт-шарт-шарт тутарать. Кан. Чăнах та урт мусăк каласа пырать: шарт! шарт! тăвать. Сала З65. Упăте тилле тытат та хӳринчен, юпа çумне шарт тутарса, çĕклесе çапать. || N. Шарт! — звук пистона. || Подр. чирканью спичкой о стену. || Абыз. Шарт-шарт çиппи, сентел çиппи шартлатать. Рак. Урлă шарт, пирлĕ шарт, каспичне (так!) тимĕр шарт. (Загадка. Чӳрече хушахи). || Очень, весьма, совсем, сильно. Альш. Хĕрсем сире мĕн пулнă, шăлăрсене шарт çыртнă. Пазух. 10. Леш айккине юр çунă та, леш айккине юр çунă, и юр çунă, ку аяккине мĕн пулнă. Хĕрсем сире мĕн пулнă та, хĕрсем сире мĕн пулнă, и мĕн пулнă, шăлăрсене шарт çыртнă. Янтик. Б. Кĕçĕр хĕрсене мĕн пулнă, шăлĕсене шарт çыртнă. Синьял. Тантăш, сире мĕн пулнă, шăлусене шарт çыртнă. Альш. Патшасем, сире мĕн пулнă, шăлăрсене шарт çыртнă. N. Шарт вилмелли çĕрте мар. (Из письма с фронта). СТИК. Шарт тухаймасăр пĕтет вара. Ну уж не может скоро выйти. Алших. Шăнкăр уяр, шарт сивĕ, Хусан хули янăрат. N. Ялта ырă çын нуммай тесе, шарт тăванăра юта ан кăларăр. || Как раз. Демидов. Пăхаççĕ, тет, чăнахах уха вĕçĕ çерçие шарт куç шăрçинченех ленкнĕ, тет.

шелешни

тарантас на железном ходу. Сĕт-к. Шăнкăр-шăнкăр шелешни, шăнкăртатни килĕшет.

шыв

(шыв), вода. НР. Атăл шывне ăсмашкăн çутă витре кирлĕ мар. Чтобы зачерпнуть волжскую воду, светлого ведра не нужно. Хурамал. Шыва ярсан, кĕмĕл ирĕлмĕ. Если пустить в воду серебро, не растворится. Ib. Шанкарчă чĕппи шыв ĕçнĕ чух хура пуллăн мĕн ĕç пур. Когда молодой скворец пьет воду, какое до этого дело рыбе? Шурăм-п. Урапа çине шыв пички лартса чуптарать. О сохр. здор. 68. Шыв тĕрлĕ пулать вăл. Ib. 71. Шыва таса тăратас пулсассăн, унта тислĕк, çӳпĕ-çапă, вилĕсем такасран чарас пулать. Ib. 69. Шывран тислĕк шăрши, кӳкĕрт шăрши, çĕрнĕ шăршă кĕрет пулсан, вăл шыв аван мар пулать. Чутеево. Шыв чечеке ларнă. Орау. Шывне виçĕ хутчен те улаштарса чӳхерĕм-çке, çапах та тасалман. Альш. Шыв çинче пĕлĕт курăнат (отражение неба). ГФФ. Калтăр-кăлтăр кăвакарчăнне, кăвакарчăнне, вăл шыв çине лармасăр, лармасăр, эпĕр çона çинчен анас çок. Пока голубь-воркун не сядет на воду, мы с саней не слезем. Трхбл. Чей куркинчи шыв çине виçĕ кашăк эрек ятăм. N. Пилĕк таран шыв çине пултăмăр. N. Пура çине шыв каять. КС. Унтан аялаллине шыв илет. То, что лежит пониже его, заливается водой. Капк. Юр ирĕлнипе кӳлленчĕк пулнă. Кĕрсе кайсан калушна шыв илĕ. А.-п. й. 74. Вершник çине улăхма тăрсанах, Ваçлей такăнчĕ-ӳкрĕ те, салатне веçех шыва тăкса ячĕ. Когда он ступил на плотину, споткнулся и упал. Пуловка с солодом покатилась в воду. Ib. 74. Ваçлей нимĕн тума аптранипе пĕр патак илчĕ те шыва пăтратма пуçларĕ. Василий не знал, что ему делать. Затем взял палку и стал помешивать воду с солодом. Ib. 74. Аха, шыв сăра пекех пулчĕ иккен-ха. Ого, вода густеет, как пиво. Сред. Юм. Шывва чăм, нырни в воду. Ib. Шыв ĕçе-тăркача ман паян саççим хырăм кӳпсе кайрĕ. Орау. Ĕçес килсех ĕçетни эс вăл шыва? Сред. Юм. Шывву полин ĕç ху çав таса марскере. Орау. Шыва выç-варла ĕçсен, чĕрене çиять. ТХКА 108. Шыв ĕçсен, йысна шыв хĕрне чăркуçланса ларчĕ те, курăк татса илсе: эпĕр ĕçмен, вырăспа майра ĕçнĕ, тесе, шыва пĕр курăк пăрахрĕ. Альш. Шыв уланă — çын шыва кайса вилессе, çын чĕрене илессе. ГТТ. Шыв чакнă, шыв ӳснĕ, шыв тапраннă, теççĕ. КВИ. Пирĕн çырман шывĕ чакнă. Орау. Çул айяккисене шыв туха пуçланă. Ib. Çул аяккисенче шыв кӳленсе тăра пуçларĕ. N. Иртнĕ çул çуркунне Атăла шыв питĕ тулчĕ. Хурамал. Кăçал çурхи шыв пит шеп юхрĕ. ГФФ. Çорхи те шывпа йохса та кайнă полсассăн... Кабы я уплыл с вешней водой. Хурамал. Сиксе-сиксе шыв юхсан, çыранĕсем епле тусет-ши? Когда волнуясь течет вода, как это только выносят ее берега! Тайба-Т. Шыв çисе пынипе çĕр ишĕлсе аннă та, юпи вара шыв айне пулнă. Когда берег от размывания водой обрушился, то столб очутился под водой. Абыз. Сарай айăнь шыв юхать. Под сараем протекает вода. Ст. Чек. Шывĕ юха пырат, пăрĕ шăна пырат. (Пир тĕртни). N. Шыв пит вăйлă карĕ. N. Çуркунне шыв кайсан... Красн. Горка. Пĕчикçĕ ачасем тимĕр кĕреçемпеле шывсене (воду в разных местах) пĕвесе çӳреççĕ. N. Шыв иртсен... Альш. Этремел хушшинче çуркунне пĕтĕмпе шыв юхать. Шыв, иртсе кайсан, унта питĕ аван курăк персе тухать. N. Кайран, шывсем юхса пĕтсен, пĕтĕм уйсам, çарансем, вăрмансам симĕсленме пуçлаççĕ. Ау 389°. Шыв ӳкмесĕр çырне ан хыпала. N. Шыв йăрлатса юхать, тонкою струей. ГФФ. Шăнкăр-шăнкăр шыв йохать хомăшпа хăях хошшипе. Вода бежит и журчит меж осоки и камыша. Юрк. Анатра арман авăрат, шыв сассипе чулĕ çаврăнат. Собр. Çын вилли вăл пит шывшăн çунать (жаждет), тет. Ала 14°. Тепĕр кайăкĕ калать: эпĕ те çавă патша çинчех шывсăр типĕтсе усратăп, тет. Кн. для чт. I, 15. Шывсем типнипе çынсем шывсăр виле пуçланă. Букв. 1886. Вара шыв шыран. Юрк. Ирĕксĕр çын пуссине шывшăн çӳрес пулат. Макка 30°. Арма (= арăма) шыва кăларнă. Жену за водой послал. Артюшк. Çав шыв хĕррине пĕр хĕр шыв илме аннă. N. Мăшăрпа шыва антăм та, хăрахпа ăсса хăпартăм — çурри тесе ан калăр. Хурамал. Çинче пилĕк йилене тăхăнсассăн, кĕвентелесе шыва каяс çук. Если надевешь бешмет с тонкою талией, то не пойдешь с коромыслом за водой. Ромс. 29. Амăшĕ шыв патне тухса кайнă. Ib. Шыв панчен килсен, люшкисене йăпăр-япăр уçса пăрахнă. Кан. Икĕ хĕрарăм тĕл пулчĕç. Пĕри шыв кӳме каять, тепĕри шыв кӳрсе тавăрăнать. Н. Седяк. Кĕлетрен тухсан, çĕнĕ çынна яшка пĕçерттереççĕ, шыва яраççĕ (за водой). Ала 67. Тата çĕнĕ çыннăн упăшки хапха умне тухса тăрать шывран таврăннă çĕре. N. Шывран килтĕм. Ходил за водой. Изамб. Т. Лаша урине шыв ансан, лашана шывра тăратаççĕ. Сред. Юм. Лаша ôрине шыв аннă (опоили). Ib. Лашава шыв антарнă (опоили). Ib. Лашана шыв лектернĕ (опоили). Ау 8°. Лаша калать: çĕртен каяр-и, çӳлтен каяр-и, шывран каяс-и, тесе каларĕ, тет. Трхбл. Ку чечексене шыва лартас пулать. Ib. Чечексем шывра пĕр эрне ларса та шанман. Орау. Пирĕн сӳс-кантăр шыврах выртать-ха кăçал халчченех. Кан. Ытла та ӳсĕмсĕр ĕç вĕт вăл: кантăр пусине тат, типĕтсе çап, шыва хут. Янш.-Норв. Çын шывра ишнĕ чухне аллисемпе яра-яра ишет (перебирает). N. Вакран шыва янă. N. Утăсем, пĕтĕм тырă пулă — пурте шыв айне юлса çĕрсе пĕтнĕ. N. Кимĕ туса шыва янă (пустили в воду). Зап. ВНО. Шыва ярсан путмĕ, çĕре хурсан курăнмĕ. (çу). Ib. Шыва ярсан путмĕ, çĕре хурсан çĕрмĕ. (Кăмрăк). Т. Григорьева. Шывăн турат çук, вутăн алли çук, теççĕ. N. Шывран таса пулма çӳретĕн. Нюш-к. Шыва хирĕç çил вĕрсен, çăмăр пулать, теççĕ. С. Тим. Шур Атăлта пулă ишет-çке, çунаттине шыва хумасăр. N. Эпĕ çитнĕ çĕре теплушкана (помещение для сторожей при пожарной машине) шыв тунă: шăпăр-шапăр тăвать (течение струи) шалта çĕр урайĕнче. Орау. Тăнсам! пĕтĕм пӳрте шыва янă! Болваны! всю избу залили водой (дети). N. Нассус пырши шăтсан, шăтăкран шыв шаркаса чуптарат. Кĕпçене çĕре пăрахсассăн, шыв шарлатса чупат. Сред. Юм. Пĕчик çӳхе чôла шыв çинелле вирлĕ аялтан утса ярсан, çав чôл чалт! чалт! тутарса шыв ĕçсе каять. КС. Шывпа пĕрĕхтереççĕ (прыскание). Никитин. Хурсем каçпа ларакан вырăна тараса чакалас пулать; унта шыв час тухать. Хурсем шыв пур вырăна анчах çĕр каçма лараççĕ. || СТИК. Айлăм çĕрти купăстана шыв сапма юрамаст — шыва ларат. Купаста шыва ларсан, вăл начарланса юлат. Шыва ларнă çаранти курăк та сайраланса юлат. Магн. М. 59. Шыва лар. || Альш. Сăмаха шыв пек юхтарат. Ст. Яха-к. Çак кĕлле ăстарик шыв епле юхать (плавно), çавăн пек пĕр такăнмасăр хăвăрт каласа тухать. ТХКА 13. Пирĕн Ваçук кĕнекесене шыв пек юхтарса вулать, картинсем тума вĕренсе кайнă. N. Утни-юртни сисĕнмест, шыв пек юхать, çил пек вĕçет (урхамах). Чăв. й. пур. 10°. Çапла тусан вара лашисем шыв пек кайнă. Сред. Юм. Посса кайса пăхса çӳрерĕм те эп, ôрпасĕм шыв пик йôхса лараççĕ вит (хороший урожай). Альш. Ачанăн варвиттне кайнă, шыв пек юхтарат. || N. Ăна пĕр кашăк шывпа ĕçсе ярăн (говорят про красивую девицу). || Кан. Пĕр 10 пин тенкĕ шывпа юхрĕ. Шурăм-п. Çулла хăйă хăшĕ пĕртте çутмаççĕ: укçана шыва пăрахмастпăр, теççĕ. Ib. Вĕсем ĕмĕрне те хăйсен юлташне шыва пăрахса хăварас çук (не оставляют без помощи). Орау. Çын хăйне хăй шыва пăрахмасть (не топит сам себя). Капк. Хамăр хурăнташа шыва ярас çук вĕт, терĕм (не выдам, не предам). || Букв. 1908. Маруçăн улма çиесси килнипе çăварĕнчен шыв килнĕ. Сред. Юм. Çинине корсан, çăвартан шыв килет. || Чăв. й. пур. 5. Хăйĕн сăмсинчен тапак туртнипе сап-сарă шыв юхса çӳрет. || Буин. Шывпа пĕрлех килчĕ. Ребенок вышел из утробы матери вместе с водами. N. Малтан шыв кайрĕ (перед родами), ача типпе юлчĕ. Ача умĕ килчĕ, ачи çуралчĕ. || Сок. Шурăм-п. Карта патĕнче хурăнсем те пур. Çуркунне вĕсен шывне ĕçме юрать. || Сыворотка. Изамб. Т. || Пот. Альш. Икĕех те шурă та халь ут юртат, тилкеписем тăрăх та шыв юхат. Ала 63°. И, хир-хир урлă килтĕмĕр, çĕлен пек ута шыв турăмăр. N. Лашисем пĕтĕмпе шыва ӳкеççĕ, ачисем çапах çӳреççĕ. Мусир. Хура шатра Иваншăн хура шыва ӳкрĕмĕр (сильно вспотели). N. Тарласа шыва ӳкнĕ. || Слезы. Альш. Çакăях та тăвансем асма (= асăма) килсен, икĕ хура куçăмран шыв юхат. Собр. Куçран куçа пăхсассăн, икĕ куçран шыв килет. || Дождь. N. Шăнкăр-шăнкăр шыв çăват, чӳрече витĕр курăнать. (Хĕр йĕри). || Река. ГФФ. Кăвакал ишет шыв тăрăх. Утка плывет по реке. Хурамал. Хурĕ каланă: „Ну эпĕ çурт лартап-и? Эпĕ аслă шывра та хĕл каçăп“,— тенĕ. Ib. Аслă шыва кĕтĕм ăшăк тесе, ĕнчĕ куçлă çĕрĕ пур тесе; ĕнчĕ куçлă çĕрĕ шыв çути, эпир атте-аннен куç çути. Вошел я в большую реку, думал, что мелко, думаль что есть там перстень с жемчужным камешком. Перстень с жемчужным камешком — свет реки, и мы у отца и матери — свет очей. ЧП. Пирĕн пӳрт аяккипе мăн шыв юхат. Тораево. Ĕçтерсе ӳсĕртсе пичĕкешне хупса икĕ пуçне питĕрсе мăн шыва кайса ячĕç, тет. Янорс. Вара эпир Атăл хĕрне çитрĕмĕр, кунта эп Атăл шывне куртăм. Хурамал. Ăлăхрăмах çӳлĕ тусем çине, антăм-ĕçке Самар шывĕ çине. Поднялся я на высокие горы и спустился на реку Самарку. Альш. Самар шывĕ юхат вирелле, сар хăмăшсем тайлаççĕ шывалла. Эпир çур. çĕршыв. 24. Шăматран иртсессĕн çул Вылă шывĕ урлă каçать те, уй тӳпинелле каять. Сюгал-Яуш. Пĕр çын шывра луткăпа пулă тытса çӳрет, тет. N. Вăл шыва пĕрте шăнма памаççĕ, мĕншĕн тесен вăл кермансене килме питĕ чарса тăрать, вăл шыва пĕрмаях тупăпа персе ватса тăраççĕ. Çулла çав шыв патне çитеччен пĕрмаях çĕмĕрсе килчĕ. Баран. 119. Çăва тухсан, пысăк шывсемех ăшăкланса юлаççĕ. С. Айб. Шыв урлă каçаракан сан патна пырса шыв урлă каçарнăшăн санăн аллуна ыйтĕ. Альш. Пилĕк пĕрчĕ хăмăшпа çул килтĕм, виçĕ пĕрчĕ хăмăшпа шыв каçрăм, каçсан та урам йĕпенет, каçмасан тăванăм ӳпкелет. N. Хура шывсем юхат вирелле. || Назв. божества. N. Вăл мĕн калать хăй патне пыракансене: эсĕ çава çырмари шывпа питне çунă та, çанти шыв тытнă, тет. Бгтр. Кĕрĕк ăçта çул çинче шыв ĕçсессĕн, çав шыв ан тыттăр, тесе: эпĕ ĕçмен, пĕр вырăспа пĕр майра ĕçнĕ, тесе, шыв çине кирек мĕн сапса хăварнă. N. Тата шыва çав хурантанах чӳклеççĕ. С. Алг. Шыва мимĕр (толокно).

шăнкăр

подр. звону колокольчиков; подр. звону монет. Алик. Шăнкăр укçа пăрахса хăварчĕç, тит (козы). Альш. Акă туй çунисем шăнкăр! шăнкăр! туса килеççĕ, тет. Ib. Шăнкăр та пĕр шăнкăр, ай, килтĕмĕр, çывракан арăмсене вăратса. Пазух. И шăнкăр та шăнкăр, ай, килтĕмĕр, ăшă ăйхăсене вăратса. В. Олг. Шăнкăрр! || Подр. журчанию. N. Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать. || Совершенно. Н. Карм. Шăнкар уяр. Совершенно ясно. ЧС. Çывăрса тăрсан, эпĕ витерен утă çинчен тухрăм та, çăмăр та чарăннă, каç та пулнă, тата шăнкăрах уяртнă. N. Шăнкăр кăна уяр хĕвеллĕ кун. См. МКП 42–43.

шăнкăртат

звенеть. Сред. Юм. Хушпури тенкĕсем ташланă чухне шăнкăртатаççĕ (звук монет). Сĕт-к. Шăнкăр-шăнкăр шелешин шăнкăртатни килĕшет. N. Эп кушелкене, шăтăк мар тесе, тытрăм та, шăтăкĕнчен окçасем шăнкăртатрĕç — тохса ӳкрĕç. Звук монет при падении на пол. N. Пĕр тухьяри тенкĕ пек шăнкăртатса çӳрерĕмĕр. КС. Шăнкрав шăнкăртатать (звенит) Б. Олг. Пĕкке шанкра çаксан, шăнкăртатса каят. КВИ. Шăнкăр-шăнкăр шăнкăрав шăнкăртатать çулпала: хĕр туй килет çĕмĕрсе урам тăрăх ялпала. || Петь (о скворце). Н.-Якушк. Пӳрт пуçĕнчи шăнкăрча ирхине тухса пăхсассăн, шăнкăртатса ларатчĕ. || Журчать (о ручье). ГФФ. Шăнкăртатса шыв юхать. Журча течет (студеная) вода. КС. Шыв шăнкăртатса юхать (более или менее звонко). Хош-çырми. Хамăр çĕртен-шывран тохнă чох шăнкăртатса йохать солхăн шыв. При выходе на нашего родного места с журчаньем течет студеная вода. Альш. Хура вăрман хыçне юр çунă, шăнкăртатса юхать юр шывĕ. Алешк. Анкарти хыçĕнче çерем çинче шăнкăртатса юхать юр шывĕ. Ст. Шаймурз. Анкарти хыçĕнче çӳл ту çинче шăнкăртатса выртат юр шывĕ. || Говорить (о ребенке). N. Кунĕпе шăнкăртатса çӳрет.

шăнкăр-шанкăр

подр. разнообразному звову металлических вещей. N. Тимĕр ушкăнне (в кучу) тимĕр пырса пăрахсассăн, шăнкăр-шанкăр тăвать. N. Пӳрт çине витнĕ тимăрсем шăнкăр-шанкăр! туса ӳкеççĕ. Ск. и пред. чув. 69. Шăнкăр-шанкăр теветне хулпуççи урлă ярать. Чув. сказки 1919, 14. Çутă тухăн шăнкăр-шанкăр тăвать.

шăнкăр-шăнкăр

подр. звонкому журчанию (течению) воды (напр., по наклону). Оп. ис. ч. I. Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать чулпа хăйăр хушшинчен; ыранпа паян хушшинче хĕр ĕмĕрĕ иртет çке. Между камнями и песком с журчанием бежит вода; меж завтрашним и этим днем проходят девичьи годы. ГФФ. Шăнкăр-шăнкăр шыв йохать. Вода бежит и журчит. Хурамал. Шанкăр-шăнкăр шыв юхать, шăнкарчă чĕппи шыв ĕçет. С журчанаем течет ручей, молодой скворец из него воду пьет. Сĕт-к. Шăнкăр-шăнкăр шу йохать, ик айккипе хори ларать; хоритан хориташ полас çок, эпĕр ыр çын полас çок. (Солд. песня). = Янтик. Б. Шăнкăр-шăнкăр туй килет, пирĕн аппана хĕн килет. (Свад. песня). || КС. Пыраттăм-пыраттăм çулпала, тĕм шĕшке тĕл пултăм, шанкăр-шăнкăр мăйри пур (висящие, как ряд маленьких колокольчиков), татаймасăр хăшкăлтăм. (Хĕр йĕри).

шăнкăра

колокольчик. Сорм-Вар. Шăнкăр-шăнкăр шăнкăри, шăнкăра сасси рощара.

шăнкăрав

колокольчнк, бубенчик. N. Шăнкăрав = шанкра. N. Шăнкăрав = хăнкăрав, хăнкăрах. КВИ. Ав шăнкăрав янăрать, Силпиеле чуптарать. Ачач З8. Шăнкăр-шăн-кар-р-р! шăнкăртаттарать шăнкăрав. Султангул. Аслă çул хĕррине те, ай, тухрăр-и? Кĕмĕл шăнкăрав сассине, ай, илтрĕр-и? Хурамал. Çуртăрсемех çӳлĕ, урамăрсем аслă, тунсăх мар пулĕ шăнкарав сассисем. Дома у вас высокие, улицы широкие, — надоело, поди, вам звяканье (ямщицких) колокольчиков. Альш. Хупах шăвкăравне шанкăртаттарат та, ку çынна тăратса хăварса, хăй аяккарах кайса тăрат. N. Суккăр шăнкăрав пек шанкăртатать. СТИК. Сасартăках пĕр шăнкăрав сасси илтнĕ те часрах арман пӳртне тарса кĕнĕ. Ку шăнкăрав улпут пулнă. Орау. Ĕлĕк, шăнкăрав сассине илтсессĕнех, тара-тара пытаннă, тет (чуваши), шиналлă урапа йĕрне курсан та пытаннă, тет. Кан. Кĕтӳрен юлнă качака мăйракинчи шăнкăравне янлаттарать. Орау. Станувуй пĕр мăн шăнкăравпа анчах çӳрет. Ст. Чек. Шăнкăравлă хут купăс.

Шăнкăртам

назв. дер., Шихирданы. Альш. Шăнкăр-шăнкăр шыв юхат, Шăнкăртам хирĕнче çăл тухат. Ib. || Шăнкăр кăнă шывсем юхат, Шăнкăртам хирĕнчен çăл тухат. || Назв. речки. Изамб. Т. Шăнкăртам ятлă тутар ялне пырса кĕтĕмĕр. Вăл Шăнкăртам ятлă çырма тăрăх ларса тухнă.

шăр

подр. течению воды по неровному дну, главным образом, по каменистому. Б. Олг. Çăл куçĕнчен шу шăр-шăр-шăр йохат. Ib. Шу стӳел çинчен тăкăнса карĕ орайне шăрр! Сред. Юм. Сĕтел çинче пăртак шыв кӳленсе тăрчĕ те, пӳрнепе йĕр çĕре йôхмалла турăн та, шыв шăрр! туса йôхса анчĕ. Эльбарус. Пĕве пирĕн çыртан пĕвеленĕскер çавăрса ӳксе шăр! турĕ те тĕппипех татăлса карĕ. || Шорк. Лоткăпа ишнĕ чохне хыçалтан шыв шăрр туса пырать. || Подр. ржанию. Б. Олг. Ут кĕçенет йолташĕшĕн, шăрлатсах кĕçенет, тет, шăр-шăр-шăрр! кĕçенет, || Точно. Торп-к. Шар тăмана, точно филин. || Сред. Юм. Яшкана шăр тăвар тунă та, сыпмалла та мар. || Очень. Альш. Ст. Шаймурз. Шăнкăр уяр, шăр сивĕ, Хусан хули янăрат.

пай

неизв. сл. Синьял. Шăнкăр шăнкăр туй килет, укашка витĕр пай туртат. (Кăмакаран кăвар кăларни). Собр. Шăнкăр шăнкăр туй килĕ, чӳрече умне пай ларĕ. (Чӳречене пас тытни). Ib. Катаран пăхрăм — ката вăрман, патне пытăм пай вăрман. (Тĕтре тытни).

атлаик

vox incerta, quae in aenigmatis invenitur, неизв. слово, ветречающееея в загадках. Атлаик чатлаик шăнкăр кайĕк ташлаик. (Хушпу). Собр. Атлаик, чатлаик, шăнкăртаик ташлаик. (Хушпу тенки, монеты, которыми увешано хушпу).

пĕрти

(-д-), песенная вставка неизв. знач. Самар. † Çеçен, пĕрти, хирте тилĕ юртать тарай тутрисене витĕнсе. IЬ. Шăнкăр, пĕрти, шăнкăр шăнкăрав килет, кам килет-ши, тăван, тухса пăх.

кар

(кар), подр. неподвижному, направленному в одну сторону взгляду группы людей. || Подр. стройной расстановке, стройному расположению. Ходар. Вара алăк патнелле кар пăхса тăраççĕ те, ак çапла чӳклеççĕ. (Чӳклеме). Н. Карм. Пурте пĕрле кар пăхса тăраççĕ. Бишб. Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать, ик айккипе хурама кар ларать (сплошными рядами). || Подр. прерывистому звуку или быстрому движению. Сш. Чек. Кар-кар турт (а не кал-кал, отрывисто). КАЯ. Шырлан патне çитсен, хуралăçсем темшĕн кар!.. каялла чакрĕç. СТИК. Чиркӳ хуралçи лампаткăна çутрĕ те, кар (с долгим а) туртса хăпартрĕ. К.-Кушки. Кар тутарайăр (черкните пером). Кан. Елĕк шкулĕнче 5 — 6 çул хушшинче нихăш кĕркунне те учитлĕ кар пухăнса ĕçлени çук. Хастарлăх. 9. Çамрăксем кар тухса тытмасассăн, ваттисем вăл ĕçе тăвас çук.

курнăçлан

, корнăçлан, (-лан), притворяться, ломаться, представляться, корчить из себя. Пшкрт. Мĕн корнăçланатăн? Что ты представляешься? Шорк. Корнăçланăс — ломаться, представляться, казаться молодцом. Шарбаш. Корнăçланса тăрать. Заставляет упрашивать (гов. о животном, о ребенке). N. Ан корнăçлан! Не притворяйся! (гов. пьяному). || Кокетничать. Шарбаш. † Сар та вăрăм хĕрсене, порçăн тоттăр çыхсассăн, корнăçланни килĕшет. Сĕт-к. † Шăнкăр-шăнкăр шелешни (телеге на железном ходу?), шăнкăртатни килĕшет; сарă вăрăм ачине корнăçланни килĕшет. N. Ан корнăçлан, сан ним те тохмаçть. Не представляйся, у тебя ничего не выходит! Ск. и пред. 34. Ташламаллах ташлас тесен, алă çупса ташлаççĕ, курнăçланма тапратсан, мăн кăмăллăн курăнаççĕ.

мăй-ай чанĕ

шейный колокольчик. ПВЧ. Шăнкăр-шăнкăр мăй-ай чан(ĕ).

йохлăх

русло. Якейк. Йохлăх — русло. («Это достоверно в дер. Больших Токташах, Атаевской в. Курм. у.»). Ib. † Шăнкăр-шăнкăр шу йохать, йохлăх тăрăх шу йохать. Ч:К. Юхлăх тăрăх шыв юхат, алă çума юрамас. || Ил, нанос. Шарбаш.

вăр

(вы̆р), подр. Движению струи воздуха, средней силы. Подр. движению (средней силы) качающегося предмета, напр. дерева на корню. Подр. такому настроению, когда „болит“ или „ноет“ сердце, или когда сердце не спокойно, в тревоге. Макка 28°. Хирти çил вăр-вăр тавать (подувает одинаково, ритмично, но не сплошным током). Çутталла 144. Хай вăр-вă-ăр! вĕрсе илчĕ. Сред. Юм. Вăр-вăр (про теплый ветер; ветер сильнее, чем «вăштăр-вăштăр»). † Çур-çĕр енчен çил вĕрет; вăр-вăр тесен (если подует), çӳç вĕçет (развеваются). С. Тим. † Леш аяккинче вĕрене, çулçи вăр-вăр тăват-çке (движутся, колышутся); ман çийĕмре шур кĕпе, арки вăр-вăр тăват-çке. Çак вăйăран юлсассăн, ăш-чик вăр-вăр тăват-çке. Ч. П. Хĕр çураçнă ачасен ашĕ вăр-вăр тăвать-çке. А. Ц. Прокоп. † Хуйхă йăвăр пулнăран чĕреçĕм вăр-вăр тăвать-çке. Упа 573°. † Шура пӳртĕр умĕнче самавар вĕрет, шур кăпăкĕ вăр-вăр та, ай, çавăрнат; çын-çын урлă сăмахсем, ай, илтсессĕн чĕрем варри вăр-вăр та, ай, çавăрнат. Богдашк. † Кашта кашта шур кĕпе, арки вăр-вăр тăвать-çке, çĕрле вăйя тухмасан, ăшăм вăр-вăр тăвать-çке. Пшкрт. Вăр-вăр тоттăр вĕçет. Ib. Кайăк вăр-вăр вĕçсе карă (маленькая) См. вушт. Микушк. † Аслă улăхра куккук авăтать-çĕмĕрт йывăç вăр-вăр тăвать. Чăв. юм. 1919, 14. Шурă кĕпи вăр-вар вĕçет, çутă тухйи шăнкăр-шанкăр тăвать. Емельк. † Шурă вĕрене вăр-вăр авăнат. Якейк. Потран кĕпçи вăр-вăр. А. П. Прокоп. † Çамрăк пуçма йăвăр килсессĕн, çинçе пӳçĕм вăр-вăр авăнат. Турх. Тăрин икĕ çуначĕ вăр-вар тăвать (порхает). М. Д. Кайăкĕ вăр! вĕççе кĕчĕ (в избу). Çиç. çирĕ кĕм. 67. Чăшт сапас та, пăрр! чĕртсе... вăр-вăрах çунса каять хăйĕн вулас пӳртĕнтче. || Подр. энергичному вернению или кружению. Альш. † Çеçен хир варринче çавра кӳл: вăр çаврăнса ишмешкĕн вырăн çук. Девлизеркино. Ку аллинчи тилкепи вĕçне хăй пуçĕ тавра вăр-вăр-вăр çавăрса, лашине пит хытă сăптăрать. Шарбаш. Çав хушăрах (тут же) пĕр енелле вăр-вăр çавăрăваççĕ (питĕ хытă... темле ӳкмеççĕ... при пляске). Образцы 52. Пĕчĕкçеççĕ курка, сарă курка, вăр çавăрса (опрокидывая) ĕçме хушаççĕ. Кĕвĕсем. Ман çаваçăм вырăсла, вăр çавăрса сулăнса, çĕклем утă кăларать. Шарбаш. Вăр-вăр вăрманти, турат куç турханти (тур’анδиы. Кашкăр). || Подр. швыряншо. Альш. Вăр ывăтса, ярат, тет, тулалла (вышвырнула его). |{{anchor|DdeLink21084067528703}} | Подр, дребезжанию. Юрк. Вăр-вăр ту — дребезжать. См. МКП. 25.

ыт

(ыт), слишком, чрезвычайно. † Çирĕкрен кĕпер хывтартам — ыт лутраран шыв илчĕ. Сикт. Йĕтĕн тутри пĕтертĕм — ыт çинçерен çил илчĕ (сдуло ветром). Альш. † Шурта шуркут йăвисем ыт нумай, чĕкеç явисене çитес çук. † Манăн тутăр ыт нумай, чăнтăр тытни пĕрехçех. † Пире саван ыт нумай, турă çырни пĕрехçех. Л. Кошки. Çӳлте çăлтăр пит нумай, çĕрте çути ыт сахал. Ч. Й. Ыт ухмахах, тесе ан калăр. N. Ыт салху çке, мĕн пулнă кăна? терĕм. Ч. С. Тен (= пожалуй) çăмăр çăвĕ, каçчен ыт нумаях çулияс çук, терĕ (= не очень много накосишь). || Иногда ставится лишь для усиления или для более резкого выражения противоположности. Рег. 1412. Ыт ман чолах ĕçлимаçть вăл. Он не может сработать с мое (т.-е. работать так, как я). Ч. Й. Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать, ыт çĕр çинчен мар, чул çинчен. Курм. † Е татăлса ӳксессĕн, çын ачисам топсассăн? — ыт ахачах памĕç-çке! Тимĕрçел. † Пĕрле ӳснĕ ямака (о невесте): ыт уярăлме, терĕçĕ — уярăлас кунĕ паян-мĕн! || КС. Ыт апла тăвиччен... Чем так делать, лучше... КС. Пырĕ, ыт тип çăккăр çияччен. (Все-таки) лучше, чем есть сухой хлеб.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

динь-динь

межд.шăнкăр-шăнкăр (шăнкăрав сасси).

звучный

прил. янравлă (е янăравлă), уçă; вăйлă, хытă; звучныи голос уçă сасă; звучныи колокольчик шăнкăр-шăнкăр шăнкăрав.

Чӑвашла-эсперантолла сӑмах кӗнеки

шăнкăр

[ŝnkor]
imitvorto por sonorosono
шăнкăрав — sonorilo
звонок
шăнкăрав курăкĕ — kampanulo
шăнкăравла — telefoni

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

хăнкăрав

, шăнкăрав «колокольчик», «бубенчик»; Замахш. конкрау, тат., башк. кынгырау, узб. куныров «колокол», кирг. коңгуроо, тат. кечкенә кыңгырау, тур. чингырак, узб. кунгирокча, уйг. коңгурак «колокольчик»; казах., коңырау, ног. конъырав, кумык. конгурав «колокол», «колокольчик». Слова звукоподражательные: шăнкăр-шăнкăр — подражание отчётливому металлическому звону, а хăнкăр-хăнкăр — менее отчетливому звону.

Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ

Ăш канать

Ăш [чун] канать 1. душа успокаивается у кого, удовлетворяется кто; 2. жажда утоляется у кого.
1. Кайри пӳрте кайса ларчĕ, хунямăшĕпе пĕр-ик сăмах калаçрĕ, ăшĕ канмарĕ. П. Осипов. Вара Таиç карчăкăн та чунĕ каннă. С. Элкер. 2. Хуллен хăвалăха ансан, илтетĕн çăлкуçăн шăнкăр сассине. Пружина пек хумсем çине выртса, ăш каниччен ĕçен çĕр сĕткенне. Ю. Семенов.

Çавăн пекех пăхăр:

шăнкăлтит-шанкăлтит шăнкăль шăнкăльтат шăнкăльтет « шăнкăр » шăнкăр-шăнкăр шăнкăр-шанкăр шăнкăрç шăнкăра шăнкăрав

шăнкăр
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150