Шырав: кашăк-чашăк

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

алюмини

алюминиевый
алюмини кашăк — алюминиевая ложка
алюмини савăт-сапа — алюминиевая посуда
алюмини шăранчăкĕ — алюминиевый сплав

асăрхамасла

разг.
нечаянно, невзначай, ненароком
асăрхамасла сăмах персе яр — брякнуть что-л. ненароком
ача асăрхамасла чашăк ӳкерчĕ — ребенок нечаянно уронил блюдо

ейлеке

мелкий (о посуде)
ейлеке чашăк — мелкое блюдо

елпеке

1.
плоский, мелкий (о посуде)
елпеке чашăк — плоское блюдо

кашăк

ложка
апат кашăкĕ — столовая ложка
йывăç кашăк — деревянная ложка
тимĕр кашăк — железная ложка
чей кашăкĕ — чайная ложка
кашăк ăсти — ложкарь, ложечник
кашăк перни — корзиночка для ложек
Çиме ларсан, кашăк кирлĕ пулнă. — погов. Как сели за стол, ложка понадобилась. ( соотв. На охоту идти — собак кормить).
Тип кашăк тутана çурать. — посл. Сухая ложка рот дерет.

кашăк-тирĕк

то же, что кашăк-чашăк

кашăк-чашăк

собир.

кашăк-чашăк

1.
посуда

кашăк-чашăк

посудный
кашăк-чашăк шкапĕ — посудный шкафчик
кашăк-чашăк çăвакан — посудомойка

кашăк-чашăк

2.
столовый прибор
кашăк-чашăк хурса пар — сервировать стол, ставить приборы

кĕмĕл

серебряный
таса кĕмĕл — чистое серебро
хуратнă кĕмĕл — черненое серебро
кĕмĕл кашăк-чашăк — собир. столовое серебро
кĕмĕл рудникĕ — серебряный рудник
кĕмĕл çĕрĕ — серебряное кольцо
кĕмĕл укçа — серебряные монеты, серебро
кĕмĕл витнĕ кашăк — ложка накладного серебра
кĕмĕл шывĕпе сăрла — серебрить

кĕтӳ

2.
пастушеский, пастуший
кĕтӳ апачĕ — пища для пастуха
кĕтӳ ачи — подпасок, пчстушонок
кĕтӳ йытти — пастушья собака, овчарка
Пин сурах шыва сикре, кĕтӳ ачи вĕсем хыççăн чăмрĕ. (Салмапа кашăк). — загадка  Тысяча овец в воду кинулась, пастушонок за нгми нырнул. (Клецки и ложка).

лар

II. глаг.

1.
садиться (принимать сидячее положение)
апата лар — садиться есть
канма лар — сесть отдохнуть
пукан çине лар — сесть на стул
сĕтел хушшине лар — сесть за стол
Çиме ларсан, кашăк кирлĕ пулнă. — погов. вспомнили о ложке, когда уселись за стол. (соотв. На охоту идти — собак кормить).

ларалла

вниз дном, книзу донышком
чашăк ларалла ӳкрĕ — блюдо упало книзу дном

майолика

майоликовый
майолика чашăк — майоликовое блюдо

пĕрне

1.
плетенка, корзина, корзинка
кузов, кузовок

кашăк пĕрни — плетенка для ложек
кăмпа пĕрни — кузов для грибов
Пĕр пĕрнере ик кулач. (Пăри). — загадка В одном кузовке два калача. (Полбенное зернышко).

раковина

раковина (шыв юхтарса ямалли чашăк пек хатĕр)
шыв пăрăхĕн раковини — раковина водопровода
фаянс раковина — фаянсовая раковина

розетка

1.
розетка (пĕчĕкçĕ чашăк)
розетка çине варени хурса пар — положить в розетку варенье

сентре

1.
полка (вдоль стены)
кашăк-чашăк сентри — полка для посуды, посудная полка

таса

чисто
таса тумтир — чистая одежда
таса чашăк пар-ха — дай чистое блюдо
çурта таса тыт — содержать дом в чистоте
таса мар —
1) грязный, нечистый, загрязненный
таса мар кĕпе-йĕм — грязное белье
таса мар пӳлĕм — загрязненная комната
таса мар шыв — грязная, мутная вода
2) грязно
пӳртре таса мар — в доме грязно

тĕрле

2.
разрисовывать, расписывать
разукрашивать
разг.
покрывать узорами
тĕрленĕ хапха — разукрашенные ворота
тĕрленĕ кашăк — расписная ложка

тимĕр

металлический
тимĕр кашăк — металлическая ложка
тимĕр курка — металлический ковшик

тирĕк-çăпала

то же, что тирĕк-кашăк

чашăк

1.
чашка, миска
блюдо

ăшăх чашăк — неглубокая чашка
елпешке чашăк— мелкая тарелка
йывăç чашăк — деревянное блюдо
пĕр чашăк пыл — чашка меда
пĕчĕк чашăк — чашечка
çу чашăкĕ — масленка
чей чашăкĕ — блюдце
чей чашăкки — блюдце

чашăк-кашăк

то же, что кашăк-чашăк

чашăк-çăпала

то же, что кашăк-чашăк

чашăк-тирĕк

посудный
чашăк-тирĕк лавкки — посудный, хозяйственный магазин
чашăк-тирĕк çу — вымыть посуду
Килте чашăк-тирĕк шакăртатмасăр пулмасть. — посл. В доме не бывает, чтобы посуда не гремела. (соотв. В семье не без ссор).

шакăртат

1.
стучать, брякать
греметь

Килте кашăк-чашăк шакăртатмасăр пулмасть. —
посл. В доме не бывает так, чтобы не гремели посудой (не обходится без ссор).

шăкăртаттар

то же, что шакăртаттар
чашăк-тирĕке шăкăртаттарса пуçтар — с шумом и стуком собирать посуду

шăкăр-шакăр

1.
подражание неравномерному стуку
чашăк-тирĕкпе шăкăр-шакăр ту — стучать, греметь посудой

юнашар

1.
рядом, близко, недалеко, поблизости
хула юнашарах — город рядом, совсем близко
юнашар лар — сесть рядом
Кĕмĕл кашăкпа йывăç кашăк юнашар выртмаççĕ. — погов. Серебряная и деревянная ложка рядом не лежат.

ӳпĕнтер

2.
опрокидывать, перевертывать
ставить вверх дном

ӳпĕнтернĕ кимĕ — перевернутая лодка
ӳпĕнтерсе хунă чашăк — опрокинутая тарелка
Асанне çатми мăн çатма, ниçтак тытса ӳпĕнтерме çук. (Йĕтем). — загадка Бабушкина сковорода большая-пребольшая, ее никак не опрокинешь. (Молотильный ток).

çур

III. глагл.

1.
рвать, разрывать
раздирать
разг.
çурмалла çур — разорвать пополам
çурса ил — оторвать
кĕпене çуртăм — я порвал рубашку
кĕнекене кам çуркаласа пĕтернĕ? — кто изодрал книгу?
Тип кашăк çăвара çурать. — погов. Сухая ложка рот дерет.

кашăк


кашăк курăкĕдиал. папоротник

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

ĕнĕс

син.: анис
тепĕр кашăк ĕнĕс вăррине тӳсе йарас пулать — надо еще столочь и положить одну ложку

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

салма

салма. Моркар. Салмана ясмăк çăнăхĕнчен тăваççĕ, тата квас салми полать. Сред. Юм. Салмана, йăваласа туса, çĕçĕпе касса тăваççĕ. Ib. Татнă салма, йăпăлти салми, кашăк салми (разные виды салмы). Юрк. Салмасене пирĕн чăвашсем виç-тăват тĕрлĕ тăваççĕ: каснă салмасем, йăпăлти салмисем, татнă салмисем. Салмасене пурне те çăнăхран тăваççĕ: пăрçа çăнăхĕ çине пăртак ыраш çăнăхĕ хутăштараççĕ. Хăш чухне ыраш çăнăхĕ вырăнне тулă çăнăхĕ е пăри çăнăхĕ. Çăнăха шывпа хутăштрса çăраççĕ, тутлă чуста тăваççĕ. Ăна, тата-тата илсе, унаççĕ. Унаçĕсене çĕçĕпе касаççĕ, йăвача пек туса. Ăна каснă салма теççĕ. Хуранти шыв вĕреме кĕрсен, салма яраççĕ. Салми пиçсен, ăна юрма ярса, пăрăç ярса çиеççĕ. Йăпăлти салми чустине малтан йĕтĕрпе пусса сараççĕ, хут пек тикĕс те çӳхе тăваççĕ. Ăна кайран, çине-çине хутласа хурсан, çĕçепе касса вĕтчеççĕ тураççĕ. Лапша пулат. Ăна вара, хуранти шыв вĕреме кĕрсен, хурана ярса пĕçерсе çиеççĕ. Татнă салмана каснă салмапа пĕрех тăваççĕ, анчах унаçне çĕçĕпе касмаççĕ, хĕрарăмсем пӳрнисемпе татса илсе, ывçă тупанĕ çинче çăмах тăваççĕ; кăшт çăтма çăмăлтарах пултăр тесе, çаврака тăваççĕ. Пĕр тиркĕ çăмах тусан, ăна вара, хуранти шывĕ вĕреме кĕрсен, тăвар калаттарнă шыва салмине яраççĕ те, пĕçереççĕ. Салмана хăш чухне ашпа та пĕçереççĕ. Хăш чухне тата паранкă та тураса яраççĕ. Хăш чухне тата, çула пула пуçласан, пултăран ĕлкĕрсен, ешĕл пултăран та тураса яраççĕ... Салма чăвашăн чи юратнă яшки.

сартункка

(-ду-), то же, что сартумкка. Тайба Б. † Сартунккара сахăр вĕретеççĕ, çитсе кашăк чиксе пулмарĕ.

саççим

(сас’с’им), совсем (русск.). Сред. Юм. Саççим аптăранă-çке ĕнтĕ эпир ăсĕмпе. ЧС. Эпĕ çынсем кăшкăрнине илтсе, хăранипе кăшкăрса йĕретĕп саççим. БАБ. Самăй кăнтăрла тĕлĕнче ку сухалакан (на которой он пахал) ана пуçĕнчен шăнкăравпа, павускапа, виçĕ лаша кӳлнĕ, тет, теплескерсем майĕ çук пыраççĕ, тет, саççим. Бюрг. Каснă салма пĕçернĕччĕ те, вăл тутлă, эпĕ саççим кашăк тулли çирĕм.

сив-чир

лихорадка. Орау. Нюш-к. Сив-чир бывает: симĕсси, кăвакки, хĕрли; самая злая — симĕсси. Ходар. Хăш-хăш чухне пĕрне-пĕрне сивĕ-чир ерсен, вăрмана каять те, чĕрĕ пилеше варăнчен çурса виттĕр тухаççĕ. N. Ах, ачана сив-чир тытнă, ерĕм шывĕ ĕçтерес. Бгтр. Сив чирсем вуниккĕн пĕр тăван пулнă, тет. Пĕре çавсем пурте пĕрле пуçтарăннă, тет те, пĕр кĕпер урлă каçса каяççĕ, тет. Çавăн чухне пĕр сив-чирлĕ çын кĕпер айăнче ларнă, тет. Сив-чирсем тăчĕç, тет те, калаçма пуçларĕç, тет. Пĕри калать, тет: эпĕ çын ăшне пăтăпа пĕрле малтанхи кашăкра кĕрсе каятăп, тесе калать, тет. Тул çутăлма пуçласан, çавсем пурте çухалчĕç, тет. Çын киле тавăрăнчĕ, тет те, арăмне пăтă пĕçерттерчĕ, тет. Вара такмак (кожаный мешок) илчĕ, тет те, пĕр кашăк пăтă ăсса тӳрех такмака ячĕ, тет те, çыхса лартрĕ, тет. Сив-чир такмакра халь те куптăртаттарать, тет. (Вар. Сив-чирсем порте пĕр тăван, тет. Вăсам малтан вониккĕн полнă, кайран пĕри хăй поçне çинĕ, тет. Вăл ак мĕлле полнă, тет. Пĕрре сив-чирсем порте пĕрлешнĕ, тет те, пĕр кĕпер орлă каçса каяççĕ, тет. Çав кĕпер айĕнчех пĕр сив-чирлĕ çын, вăрăсенчен хăраса пытаннăскер, ларать, тет. Сив-чирсем хăйсем çынсене асаплантарни çинчен талпасланса пыраççĕ, тет. Эпĕ çын ăшне пăтăпа пĕрле малтанхи кашăкра кĕрсе каятăп, тесе калать, тет, пĕри. Ыттисем мĕн каланине илтимарĕ, тет. Кайран киле тавăрăнсан, арăмне часрах пăтă пĕçерттерчĕ, тет те, апат çиме ларнă чох такмак илсе ларчĕ, тет. Онтан малтанхи кашăкне ăсса тоти патне илсе пычĕ, тет те, часрах такмака яра пачĕ, тет, пăттине; вара такмакне хытă шатăртаттарса çыха хочĕ, тет. Çав такмакра сив-чир халь те полин коптăртаттарать, тет. Çапла ĕнтĕ сив-чир халĕ вонпĕр анчах йолнă, тет). См. сив тытни.

сиксе тух

выскакивать, появиться неожиданно. Кратк. расск. Çав шывран пит илемлĕ, мăнтăр ĕнесем, çичĕ ĕне сикнĕ-тухнă та, шыв хĕринчи курăка çисе çӳре пуçланă пек пулнă. Чума. Мăккăльсем сике-сике тухаççĕ. Выскакивают одна за другой шишки. Якейк. Пуç сиксе тохас пак ыратать. Ib. Пуç ыратса сиксе тохать, голова очень сильно болит. || В перен. знач. ЧС. Манăн чунăм сиксе тухат (сильно перепугался), анчах ăста кайса кĕрес, анне çапса пăрахат. N. Хай кĕмĕл чашăк унăн хутаççинчен сикнĕ-тухнă. Якейк. Она охтарма тапратрĕç те, онăн овольвер кăсийинчен сиксе тохрĕ (нашли). Сунт. Çав самантрах Хватейĕн сăмала пекех хуп-хура çӳçлĕ пуçĕ çинче шурă çӳç пĕрчисем сиксе тухрĕç. || Выпасть (о ясном дне). Ск. и пред. 7. Иртрĕ-кайрĕ тĕттĕм çĕр, хуллен-хуллен сирĕлчĕ. Сикрĕ-тухрĕ çутă кун, çут çанталăк çутăлчĕ. || Случиться, постигнуть, обрушиться. N. † Ним тума та çук ĕнтĕ, пирĕн ӳсĕмре сиксе тухрĕ ку инкек. (Солд. п.). N. Ку япала ăстан сиксе тухрĕ-ши? Беседа. Инкек вăл часах сиксе тухать, инкек куçа курăнса килмест, теççĕ. Дик. Леб. 29. Килĕнче сасартак пысăк хуйхă сиксе тухнă. || Появляться. Кан. Чăвашăн хăйĕн композитăрĕсем те сиксе туха пуçларĕç. Арсений. Ăна хурлакан çын сиксе тухнă (выискался, явился). Шинар-п. Çав сахатрах тĕтĕм сиксе тухрĕ. || Вспыхнуть (о пожаре). N. Çурçĕр вăхăтĕнче Елшелĕн те пушар сиксе те тухрĕ.

сунтăк

сонтăк (сунды̆к, сонды̆к), сундук, ящик. Макс. Чăв. К. I, 74. Пирĕн йысна Йыванăн киле çорчĕ сонтăк пак, сала-кайăк тохас çок. Шибач. Стел сонтăк (сонды̆к'), ящик стола. Синерь. † Апай пӳрчĕ сунтăк пакчĕ, кушак-кайĕк тухас çукчĕ. (Солд. п.). || Лавка в передней части избы (около печки) с ящиком и полочкой внизу для посуды и проч. Ала 91. Çăкăри тĕпелте, сунтăка пуçтарса хунă, сунтăкĕ çинче ама-çори амăшĕ кăнчеле арласа ларнă. Якейк. Сонтăк — пуртре, лаçра полать (нечто вроде „судной лавки“, куда кладут и вещи). Сред. Юм. Сонтăк тесе сонтăк сакки айĕнче тирĕк-чашăк хôракан вырăна калаççĕ. || Ларец. ЧП. Пĕçĕкçеççĕ йĕс сунтăкра чунăм пур. См. сунтăх.

сунтăх

сонтăх (суяды̆х, сонды̆х), ящик, сундук. См. сунтăк. Питушк. Сĕтел сонтăхĕ. Ст. Шаймурз. Юрла кăна, юрла, тиетĕр, юррăм юман сунтăх тĕпĕнче. N. † Юрлăттăм, юрлăттăм, ай, юррăм çук, юррăм юман сунтăх ăшĕнче. Альш. † Манăн юррăмсем юман сунтăхра. Ст. Шаймурз. † Ай-хай, иртсе пыран çамăрăк ĕмĕр, йĕс сунтăха хупса чарас çук. || Лавка в передней части избы с ящиком или полочкой внизу для посуды и проч. См. сунтăх сакки. К.-Кушки. Йинке, шăвăç тирке ăçта лартнă? — Сунтăха лартнăччĕ. Эпир çур. çĕршыв 11. Тĕпелте кашăк-тирĕк вырăнĕ çакăнса тăрать, аялта сунтăх ларать. Альш. Кăмака умĕнче сунтăх: унта кашăк-тирĕк хураççĕ ăшне. Чертаг. Сôнтăх = çăккăр-яшка хумалли вырăн. || Юрк. Сунтăх, сак айĕ. Унта путек яраççĕ. || Шкап без дверек для тарелок и проч., прибитый к стене. N. Сунтăх вăл шкап пек, анчах унăн хуппи çук; хупăлă пулсан, вăл шкап пулат. Сунтăха тĕрлĕ япаласем хураççĕ: чейник, чей-чашкисем, тата ытти вак-тĕвĕк япаласем. || Ларец. N. † Пĕчĕкçеççĕ йĕс сунтăхра чунăм пур, курайман тăшмантан хуйхăм пур. Трхбл. Пĕчĕккеççĕ сунтăхра чунăм пур. (Чĕпĕленнĕ çăмарта; алă тымарĕ, пульс). || Пенал. Трхбл. К.-Кушки. Мана тете икĕ хупăлă сунтăх илсе пачĕ. || Четыреугольная корзина, часто с крышкой. Кĕвĕсем. Хăваран сунтăх авăтăм — хăва хуппи сĕвĕнмес. Ib. Сунтăх-сунтăх сар мăйăр, çисен çимесен те катса пăх. Юрк. Сунтăх = пĕчĕкçĕ пуркă, тăваткăлскер. Ст. Шаймурз. † Хăваран сунтăх тăвăттăм, хăва хуппи сĕвĕнмест. См. сунтек. || Узор на груди женской рубахи по обеим ее сторонам. КС.

сурăх-ури

сорăх-ори, сурхури, сорхори (-h-), букв. — „овечья нога“. Зимний праздник молодежи, сопровождавшийся в недавнем прошлом гаданием, когда впотьмах в хлеве ловили руками за ногу овец. Прежде (по крайней мере в северной части Чувашии) он совершался в З-ю пятницу после Николина дня (6 дек. по ст. ст.), а позднее в одних местах сурхури стали называть ночь под рождество, в других — ночь под новый год, в третьих — ночь под крещенье. Помнили и старое время празднования сур-хури, т. е. З-ю пятницу после Николы. В общем, праздник этот по времени совпадал с русским рождеством и святками с их гаданиями и уже представлял смешение чувашского и русского праздников. На этом основании русский христианский праздник рождество (в чувашской переделке „раштав“) в некоторых местах чуваши назвали словом сурхури или сорхори (сорхори конĕ — 25 декабря по ст. ст.). Последнее название известно в северной части Чувашии, а слово раштав в этом значении там не употребительно. В южных частях, напротив, рождество почти исключительно обозначается словом раштав, а сурхури означает лишь гаданье под новый год (сурхури тытни). Изамб. Т. Хăшĕ-хăшĕ сурăх ури тытаççĕ. Картара, тĕттĕм çĕрте, шур сурăх тытсан, ул арăмĕ сарă пуласса пĕлтерет. Хĕрача тытать пулсан, упăшки сарă пулассине пĕлтерет. Камăн сурăхĕ хура, улă арăмĕ хура пулассине пĕлтерет. Суккăр, уксах сурăх лексен, арăме çуккăр, уксак пулассине пĕлтерет. Бисяр. Çĕнĕ-çул каç тĕттĕм çĕрте сурăх ури тытаççĕ: кама шурă сурăх лекнĕ, унăн арăмĕ шурă пулать, теççĕ, кама хура сурăх лекнĕ, унăн арăмĕ хура пулать, теççĕ. Шарбаш. Сурăх-урисем те, çăварнисем те лайăх иртертĕмĕр, N. Сорăх-орисĕр, раньше святок. Ала 30. Ачасен юри. Çиттĕр, çиттĕр сурăх-ори, сурăх-ори, сурăх-ори терĕмĕр, сорăх-ори çиттĕр, ай, курăнать, атьăр тухăр, ачасем, урам тăрăх кайăпăр, килĕрен киле çӳрĕпĕр, килĕрен кукăль чӳклĕпĕр; мучи пире кӳртетни. Кӳртмесессĕн, каятпăр; кӳртет, кӳртет, ан кайăр; кинемей, пире кукăль пар, паратни та памасни, кукăль парсан, каймаспăр; парать, парать, ан кайăр. Ib. 100. Сорăх-ори йорри. Сорăх-ори Кĕркори, Ваççа хĕрĕ Варвари, Тӳми çохи латтым çок, кĕтĕмĕр те тохрăмăр. Пĕри така, тепĕри пытяк, мекекек, мекекек! Шурăм-п. Сурăх-ури чухнехи вăйăсем. 1. Пуслăх тăратса йăвантараççĕ: арçын пулсан, пуслах йăваннă енчен хĕр илет; хĕр пулсан, çав енне качча каять. 2. Пуçа путалка тăхăнса уçă хапхаран тухаççĕ: ниçта лекмесĕр тухса кайсан, хусах — çак çулта авланать, хĕр — качча каят, тухаймасан — çук. З. Пӳрт умне кайса итлеççĕ. Укçа шутланнине, укçа сасси илтес пулсан, (пуян çĕртен илсе) пуян çĕре кайса, пуян пурăнмалла. 4. Ампар умне кайса итлеççĕ: тырă юхнине илтсен, пуян çĕре каятăн, кушак-кайăк кăштăртатнине илтсен, чухăн çĕре каятăн. 5. Йĕтем çине выртса итлеççĕ: пуртă сасси илтсен, тепĕр çĕн-çулччен вилетĕн. 6. Çăл кайса питреççĕ. Упăшка пулас ача çĕрле тĕлĕкре çăл уççи илме пырать. 7. Таса юр çине кайса выртса, хăйсен кӳлепине хăвараççĕ. Ирччен çавăнта тыр пĕрчи пырса выртас пулсассăн, аван çĕре кайса, пуян пурăнатăн, йытă пăх мĕн тупсан — вилетĕн. 8. Чăх тытаççĕ. Малтан урайне çатмапа шыв, çăкăр, тенкĕ, кăмрăк, кĕл хываççĕ. Вара, чăххисене ярсан, вĕсем мĕн сăхнине пăхаççĕ. Çăкăрпа тенкĕ (украшение из серебояных монет) сахсассăн, пуян çĕре каятăн, кĕлпе камрăк сăхсассан, чухăн çĕре каятăн. Шыв ĕçсессĕн, эрех ĕçекен çынна каятăн; чăхху, урай çине ярсан пăтратса вĕçсе çӳрес пулсассăн, упăшку вĕçкĕн (çăмăл çын) пулать, лăппăн çӳресен, йăваш, лайăх çын пулать. 9. Аслăк çинчен улăм тухса çыртаççĕ. Камăн тырă пĕрчиллĕ лекнĕ, çавă пуян çĕре каять, пушши лекнĕ пулсассăн, чухăн çĕре каятăн. 10. Чашăк çинчи шыв çине çурта ирĕлтерсе яраççĕ. Çурта тăмламĕ шыв çинче путса чашăк тĕпне тивес пулсассăн, качча каятăн; путмасассăн — каймастăн. Çурта тăмламĕ сивĕнсен, çӳле хăпарать. Вара, çак тирĕк тĕлĕнче тăрсассăн, пуян çĕре каятăн, кăмрăкпа кĕл тĕлĕнче тăрсассăн, чухăн çĕре каятăн. 11. Кĕнчелеççи çинчен сус туртса илсе, хуллен йăвалаççĕ те, çунтараççĕ. Кĕлĕ çӳлелле хăпарас пулсассăн, авланатăн, çӳле улăхмасан — авлаймастăн. Кĕл сарă пулсассăн, матку сарă пулать, кĕл хура пулсассăн, матку хура пулать. 12. Шăтăрнак шутлаççĕ. Пĕр хушăра мăшăр тухсассăн, ху та мăшăрланатăн, мăшăр тухмасан — авланаймастăн. 13. Улăм пĕрчисене çатма айне хурса нăриклеттереççĕ. Çав упăшка пулас ачан ятне каласа парать. Улăм пĕрчи миI ми! киI киI тет. Хĕрĕ: манăн упăшка пуласси Микит, тет. N. Хĕрсем сурхурине хăмла парсан: пирĕн те каяс, эпир те сурхурине хăмла панă, теççĕ. N. Эпĕ санăн çыруна илтĕм сорхори тепĕр конне, декабĕрĕн 26-мĕшĕнче. Чертаг. Сôрхори, сôрхори, пĕр вĕç вакра, пĕр вĕç картара. Тораево. Ме, ме, сурхури, çулталăкра пре (= пĕрре) килет, юрлăр, юрлăр, ачасем. Куклĕ парас сасси пур: парать-и, памасть-и? Парать, парать, ан кайăр. (Из „сурхури юрри“). Якейк. Сорхори чопнă чох ачасам кашнă çын панчех коккăль татăксем кăсия чикеççĕ. Каран çав коккăльсене сорăхсене параççĕ. Çапла тусан сорăхсам лайăх порнаççĕ, хонаççĕ, теççĕ. Бгтр. Сурхури ачисем — ребята, бегающие в этот праздник по домам. Пир. Ял. Улахра сурхури кукăли çинĕ чух чухăн ачисемпе пуян ачисем хушшинче тавлашу тухса каять. Абаш. Сорхори чох килтĕм. N. Сорхори кон килтĕм. Пришел (приехал) в день рождества. N. Сорхори витри — симĕс витри, симĕс витри коптăрт! тет, айта, тантăш, киле кас (= каяс). N. Тепĕр эрнерен сорхори салачĕ поçтаратпăр. Бгтр. Сурăх ури. Ӳте кĕнĕ кун (первый день мясоеда, т. е. день рождества) каçпа ачасем урама пуçтарăнса тăраççĕ. Вара такмакпа хутаç тупса тухаççĕ те, урамăн чăн хĕрĕнчи пӳртрен пуçласа, килрен киле кĕрсе çӳреççĕ. Çӳренĕ чух ĕлĕкрех: „сурăх ури, сурăхсам питек туччăр-и, арăмсам ача туччăр-и, хĕрсем хĕсĕр пулччăр-и!“ тесе кăшкăратьчĕç. Халĕ пирĕн апла кăшкăрма пăрахнă. Пӳрт-умне хăпарсан, унта сикеççĕ, тĕпĕртетеççĕ. Вара пӳрте кĕреççĕ те, тропарие кондак юрлаççĕ, ĕлĕкрех апла юрламасчĕç. [Здесь приведено описание сурхури до Октябрьской революции, в переходный период от язычества к христианству, когда старый народный обычай уже стал вытесняться и заменяться обычаем „славления христа“. Ред.]. Юрласа пĕтерсессĕн: „пăрçа çакăн çӳлĕш пултăр“, тесе, пăрçасене чăштăр-чаштăр çӳлелле сапаççĕ. Пӳртре кĕçĕн-çын пулсан, е хăна-хĕр пулсан, ăна та пăрçапа сапаççĕ. Вара: кĕрпе пур-и? çу пур-и? тăвар пур-и? тесе ыйтаççĕ. Вара вăсене пăрçа, кĕрпе, тăвар, тата хăшĕ çу параççĕ. Тухса кайнă чух сурăх-ури ачисем: „сак тулли ачи-пăчи, урай тулли питекки, пĕр вĕçĕ шывра, тепĕр вĕçĕ картара“, теççĕ. Пур çын патне те кĕрсе пĕтерсен, пĕр яракан çын патне килеççĕ те, пăрçапа пăтă пĕçерме тапратаççĕ. Кашни кĕтшер (понемногу) вутă йăтса килеççĕ, тата хăйне валли кашăк илсе килеççĕ. Апат пиçиччен ачасем темĕн тĕрлĕ те выльляççĕ, юрлаççĕ. Пиçсессĕн, çуллă туса çиеççĕ, вара киле тавăрăнаççĕ. Ĕлĕкрех, апат çисен, кĕлетке тума каятьчĕç: юр таса çĕре каятьчĕç те, унта месерле выртса, кĕлетке туса хăваратьчĕç. Тепĕр кунне ирех кайса пăхатьчĕç. Камăн кĕлеткине йытă е кĕрĕк мĕн (= кирек мĕн) таптана, вараланă пулсан, çавă вилет, тетчĕç. Халĕ пирĕн апла тума пăрахнă. Хурамал. Сурăх-урине çĕнĕ çулпа крещение хушшинче тăваççĕ. Хĕрсем нумайăн пухăнса салат пухса сăра тăваççĕ. Сăрана хатĕрлесен тепĕр кун ирхине икерчĕ хураççĕ те, каç икерчине пĕçереççĕ. Унта пасар çăнăхĕнчен (из крупчатки) вĕтĕ йăвасем пĕçереççĕ, вăл йăвасене чепчек теççĕ (тутарла). Каç пулсан ват çынсем пухăнаççĕ. Вăлсем укçа параççĕ те, вăсене хĕрсем сăра ĕçтереççĕ. Ваттисем кайсан, çамрăксем ĕçме тытăнаççĕ, купăс-кĕсле каласа ташлаççĕ, сăра ĕçеççĕ, çупа икерчĕ çиеççĕ, чепчек валеçсе параççĕ. Унтан хĕрсем каяççĕ сурăх-ури тытма. Сурăхсем хупнă витене кĕреççĕ те, камăн аллине мĕлле сурăх лекет, пĕрер сурăх тытса, мăйне паллă япала çыхса яраççĕ. Тепĕр кун кайса паллаççĕ: ватă сурăх лекни, ватă качча каять, теççĕ, çамрăк сурăх лекни çамрăк çынна каять, теççĕ. Унтан анкартине каяççĕ, капантан тырра шăлпа çыртса туртса илеççĕ те, пучахне йăваласа, тĕшшине суса пăхаççĕ: тĕшши ытă (нечет, непарно) тухсассăн, тепĕр çулччен качча каймасть, тĕшши тĕкел (чёт, парно) тухсан, качча каять, теççĕ. Унтан каяççĕ пуян çын çурчĕ патне, кĕлечĕ хыçне тăрса итлеççĕ: пуян пурăнас пулсан, укçа сасси илтĕнет, теççĕ; çавна: тăн итлерĕмĕр, теççĕ. См. Магн. М. 97.

сухăр

сохăр (суhы̆р, соhы̆р), смола на коре дерева, сера древесная. ЧП. Кĕтĕм çĕнĕ пӳртĕн ăшĕсене, ӳсĕрĕлтĕм сухăр шăршипе. Панклеи. † Пирн ял ачи вĕт ача, вĕтĕ те полин, вĕтрен пек, çыпăçсассăн, сохăр пак. N. Сухăр — 1) смола, 2) смолистая грязь при корне шерсти овцы. Календ. 1910. Çăпан çине çыпăçтармалли пластăра ак çапла тăваççĕ: тимĕр кашăк çине пăртак çу яраççе, пăртак сухан, сухăр, пыл хураççĕ. О сохр. здор. Вăл чир килти выльăхсенчен пулать, вăл вĕсен тирĕсенчи сухăр айĕнче тăрать. Чураль-к. Пирн ял ачи вĕт ача, вĕтĕ те пулсан, вĕтрен пек, çыпăçсассăн сухăр пек; çӳçрен ярса тытсассăн, çӳç тухмасăр ямаççĕ. ЧП. Сан тутара (в губах) сухăр çук, ман тутара вĕтрен çук. || Канифоль (прежде канифолили смолою). КС. Сухăр сĕрес, канифолить. Альш. Купăççă купăсне ĕнерет-тăвать те, сухăр сĕрет те, „хĕр йĕрри йĕртет“. || Сера в ушах. Пшкрт. Орау. Сухар; хăлха сухăрĕ, сера. || Сера в шерсти овцы. Оesypum. Яргуньк. Сорăх çăньсем касрăн-и? — Касман, сохăр(ĕ)сем (сохы̆рзэм) хăпарман-ха. N. Сурăх çăмин тĕпĕнче сухăр пулать. || Прозвище одного мужч. Сред. Юм.

сӳре пуххи

боронник. Ст. Чек. С. Айб. Хирте сӳре пуххи пур, тĕкĕл тура йăви пур: пĕр кашăк пек пылĕ пур.

сĕлешен-кайăк

назв. птицы. Пазух. Çавă çавра кĕмĕл чашăк çине хĕрĕх те пĕр аршăн, ай, юр çурĕ, хура сĕлешен-кайăк йĕр турĕ. Хура сĕлешен-кайăк, ай, мĕн çиет? Шурă тулă çиет — шыв сыпать. Срв. сĕлемен-кайăк.

çавăр

(с'авы̆р), вертеть, вращать; перевертывать, навертывать. ЧС. Ашшĕ унăн сăмахне итлесе тараса (колодец) патне пынă та, каткана (бадью) çавăрса улăхтара пуçланă. Ск. и пред. чув. 99. Чупать ав вăл васкаса, урисене çавăрса. Собр. † Кăвак лашасе кӳлер-и, хĕврисене çавăрса тӳлер-и. N. Ăçта выльăх-чĕрлĕхĕн пуçне те çавăрса лартат (ие). Бугульм. † Пĕчĕкçĕ çĕлĕк, çавра çĕлĕк, çавра-çавра ларта пĕлмерĕм (не мог надеть как следует). Кан. Пуслăх пек рычак тытнă та, çавăра тăрать (так и вертит, угрожающе). || Повертывать, размахиваться (чем). Макс. Чăв. К. I, 60. Кĕтĕм эпĕ хура, ай, вăрмана, пуртă çавăрайми йывăç пур (так как лес очень густ, то нельзя размахиваться топором). N. Енне-енне çавăрса тăратса. Образцы. Самар çуни — сарлă çуна, çаврайăттăм пӳрт умне. || Повернуть; завернуть. Тайба-Т. Пĕчĕккеççĕ лаша — турă лаша, çунине çавăрса хуринччĕ (а если бы повернула!). Çутт. 31. Шкула кĕнĕ чух урисене çавра-çавра пăхса тасатать. Изамб. Т. Лашана хапха патне çавăрса кил. Заверни лошадь к воротам. Бур. † Кил-йышĕ килте пулинччĕ, хирĕç тухса илинччĕ; лаши матур пулинччĕ, вăр çавăрса ларинччĕ (надо: лартинччĕ). N. † Çавăрма çук сылтăм хула, ытарма çук савнă сар хĕре. || Перевертывать (настроение; одежду, при перешивании). Баран. 42. Йытă улашни выçă кашкăрăн чĕрине шарах çурать, пĕтĕм ăшчиккине çавăрать. N. Халата çавăрса çĕлетрĕм. || Обращать внимание. N. Псков, Новгород таврашĕнчи юçлĕх çĕрсене типĕтсе çереме çавăрĕç. N. Унăн чирлĕ выртакан вырăнне канмалли вырăна çавăрĕç. Т. VII. Ĕлĕк пĕр арăм чире хывнă тет те, çемйисем хире кайсан: турăçăм ырлăха çавăрччĕ! тесе юрласа çӳрет, тет. || Возвращать назад, привести (о судьбе). N. Хăçан та пулсассăн вăл сана киле çавăртăр (пусть вернет домой). N. Темлерен çавăрăнăп-и анчах. Пазух. Кĕркуннехи уçăма тур ут пусĕ малашне. Ан йĕр-ха, атте-анне, турă çавăрмĕ-и малашне. Н. Карм. † Çӳлĕ тусем çинче çавра кӳлĕ, çил çавăрса кӳртрĕ пĕр çулчă; пирĕн тăвансемех пит аякра, тур çавăрса кӳчĕ пĕр çĕре. Календ. 1907. Çĕре çапла тума, çапла ĕçлеме нумай расхот та, вăй та тухать. Анчах ун вырăнне, тухнă расхота, пĕтнĕ вăя çавăрса, нумай усă кӳрет. Ерех 16. Нимле те алла çавăрма çук, ытла йывăр çул килчĕ. Янтик. † Ах йыснаçăм Якку пур, сана пулас марччĕ, такçтан турă çавăрчĕ. Альш. Пулăçăсене ку ача калат: турă çавăрнипе татах çаврăнтăм çав (опять пришлось здесь пройти), тет. || Кружить, бушевать (о буре). Сред. Юм. Ах тор, паян тăман çаврать (буран кружит). Епле çӳрет çôл çӳрекен çын! Коракыш. Çанталăк пит кансăр пулнă, çил-тăман тем пек çавăрнă (бушевала пурга). N. Айĕн-çийĕн çаврать (буран). Кан. Час-часах çил-тăмăн тухса çавăрать. || Кружить голову. АПП. † Хӳмесем çинчен ан çӳрĕр, çамрăк пуçăра çавăрса. N. Тем хам пуçа хам çавăрса порнап. Янтик. † Çын сăмахĕ хыççăн ан кайăр, çын сăмахĕ пуçа çавăрать. Полтава 14. Çамрăк илем анчах мар хĕрсен пуçне çавăрать. N. Мĕкĕтепе Петĕр, вĕсен пуçне такам çавăрнă пек, карчăк сăмахне итлесе, тумтирсем, çĕлĕксем тăхăнаççĕ те, чупаççĕ хупаха. || Обдумывать. Ск. и пред. чув. 21. Лайăхрах ыйтса пĕлем, ăспа пуçра çавăрам, унтан вара ĕненем. || Проплыть вокруг. N. Ку шӳкке пулат, тет те, кăна хăвалать, тет. Пĕтĕм кӳле çавăраççĕ, тет. || Обернуть. Сборн. по мед. Тутăр татăкĕ илсе, ăна кача-пӳрне çумне çавăрса. N. † Йори илтĕм çут пиçхи, çавра-çавра çыхмашкăн (обернув вокруг), йори килтĕм çак хоçа патне, çавра-çавра поплеме. || Украсть, присвоить. N. Иван: эпир сутăçсем пулă сутма пурсан, пуллине ак çапла çавăратпăр, тет. Хăй сутăç умĕнчен лушкипе çăва йăлт хăй патне пуçтарса илчĕ, тет. || Обойтись (в течение известного времени). Тим. † Алăкран тухми çӳпçи пур, аллă пилĕк сурпанĕ пур, аллăшне парне парсассăн, çул çавăрма çитĕ-ха, пилĕкĕш хăне (= хăйне) юлĕ-ха. || Обходить, подносить. Мусир. Çитмĕл курка çитмесен, çавра куркапа çаврас (обнести), тет; çавра куркапа çавăрăнмасан, тимĕр куркапа тивертес, тет. || Собирать в одно место. Ст. Чек. Хĕрĕм, кĕтĕве çавăрса хăвар-ха. Дочка! собери-ка стадо в одну кучу. || Рыть. В. Буян. Çав шăтăкра патша ывăлĕ çĕр тĕпĕнче хăйăр çавăрнă. || Свить (гнездо). Сред. Юм. Çерçи йăва çавăрнă. Воробей свил гнездо. Баран. 150. Пурте йăва çавăрса чĕпĕ кăларăççĕ. Ib. Тилĕ... вĕçен-кайăксен çĕре çавăрнă йăвисене шыраса тупать. || Строить (дом). Сред. Юм. Ô çын халь çорт пит çаврать. Он теперь строится во всю (строит дом, усиленно занят постройкой дома). Кан. Халĕ вăл пĕр уйăх хушшинче килне çавăрса çитере пуçларĕ (стал достраивать), пӳртне тимĕр витнĕ. N. Пӳртсем лартрăр-и? Кил-çорт çавăртăр-и? Çуртăрă-йĕрĕре çавăртăр-и? Кил-картиш çавăрайрăр-и? Построились ли вы? (Так спрашивают в разных говорах погорельцев). N. Кусем хăйсем пĕр тĕрлĕ ял çавăрса пурнаççĕ. || Городить. Пазух. Тимĕртен анкарти эп çавăртăм, йĕтемиине шăвăçран сартартăм, юпине ылттăнран, ай, ларттартăм. Альш. Кив çурт çинче (на прежнем месте деревни) анкартисем çавăра-çавăра, тыта-тыта пĕтернĕ. N. Пирĕн атте картишне шурă хăвапа çавăрнă. Якейк. Холая чолпа çавăрнă. Город огорожен каменною стеною. || Класть (печь). Изамб. Т. Кăмака çавăрас. || Точить (о токаре). КС. Йĕке çавăр, вытачивать веретено; чашăк çавăр, вытачивать блюдо. || Обойти. Бюрг. † Анкарти тулашĕнче мулкаç вылят, пĕр çавăрса пулма-çке (= пулмаст-çке). N. Эпĕ çĕр çинче çӳрерĕм, пĕтĕм çĕре çавăрса тухрăм (обошел всю землю). || Вышивать. N. Мĕн ĕçлетĕн, тăхлачă? — Йывăр тĕр (тĕрĕ, узор?) çавратăп. || Оторачивать. Алших. † Çипирккене хăнтăрсем эп çавăртăм. || Отделывать. Тим. † Пурçăн пиçиххи ярапине çавăрса пулмарĕ укапа. Пуянăн та сарă ачине çавăрса пулмарĕ çамрăк чух. Бур. † Ука кирлĕ çухана (вар. суха) çавăрма; хайла (уменье, сноровка) кирлĕ юрăсене юрлама. Ib. Тулĕсене пурçăн туртăр-а (у „тарай енчĕк“) ăшĕсене ука çавăрăр-а? Срв. Оп. иссл. чув. синт. I, 177. Лашм. † Улача кĕпе аркине çавра-çавра тыта пĕлмерĕм. || Закруглять. Альш. † Эпир ларас вырăна çавăрса тунă иккен тенкелне. || Увлечь, seduire. N. Ăна час çавăрма пулать. Её легко увлечь. Алешк.-Сапл. † Ылттăн ука çуха çавăрать, маттур ача сар хĕр çавăрать. АПП. † Вăрман хĕрринчи сар-кайăк, сала çаврас сасси пур... Тим. † Пирĕн савнă туссем ялта мар, сире çавăрмашкăн эпир мар. || Расположить к кому-либо; склонить. КС. Ун кăмăлне çавăрсан, тем чул та сăпаççипа калăттăмччĕ сана. N. Халăх кăмăлне çавăрас шухăшпа, вăл комиссияна (= комиççие) халăхран та суйланă çынсене кӳртмелле тунă. Бюрг. † Хамăн тенĕ тантăша пĕр çавăрса пулмарĕ мулпалан. N. Вăл патшалăхра мĕн те пулсан нумай вĕтĕ-вĕтĕ çĕр тытакансем туса, вĕсене хăй енне çавăрасшăн. Кубня. † Ай-хай савнă тусăм, хура куç! çавăрса пулмĕ-ши хам çумма? Юрк. Сирĕнпе пĕрле ĕçсе çиме пире çăкăр-тăвар çавăрчĕ. Ib. † Килес çукчĕ эпĕ çак киле, сирĕн çăкăр-тăвар çавăрчĕ. || Уговорить, убеждать (сильно раздраженного). Сред. Юм. Темле çиленнĕ çынна та хай маййăн çаврать (может уговорить). Альш. Унтан çавăра-çавăра хай хĕре йӳнерех хака килĕшеççĕ те, çураçаççĕ. Орау. Калаçкаласа аран-аран çавăртăм (уговорил). Альш. Карчăк хĕр тупать, карчăк каччă çавăрать. || Привлечь на свою сторону. Кан. Ку ĕçе пĕччен майлама çăмăлах мар, Ортяккова çавăрар. Кан. Ку кооператив халăха çавăрма (привлечь) пĕлменнинчен килет. || Ловко говорить, говорить обстоятельно. N. Халĕ вĕсем вĕсене хирĕç пит аван çавăрса çыпаçтараççĕ (ловко отвечают на выпады их). ТХКА 58. Ăслă, тăнлă çынсем аван, сăмаха çавăрса, ырă кăмăллă калаçнине илтсен, илемлетсе шăнкăл-шăнкăл шыв юхнă пек шăкăлтатса, кăмăла-чĕрене пусарса, лаплантарса, пит ăслă, вырнаçуллă, çыпçуллă çырнине вуласан, калаçнине илтсен, ах, вара, çавра-çил пек, ман шухăш кĕвĕçпе явăнать. КС. Ăна хирĕç лайăх çавăрса хучĕ. Ловко отпалил (ответил) ему. N. Çавăрса калаçаймаçт. Шемшер. † Йори килтĕм çак хоçа патне, çавра-çавра поплеме. Конст. чăв. Çапла сан пек çавра-çавра каласа ăнлантаракан пулнă пулсан, капла пулас çукчĕ эпир, терĕç. Лашм. † Пĕчĕкçĕ çĕлĕк, çавра çĕлĕк, çавра-çавра ларта пĕлмерĕм; çак тусăм килсен, çавра-çавра калаçа пĕлмерĕм те, калаçа пĕлментен сивĕнчĕ. || ЧП. Выртрăм, ăйхăмсене çавăраймастăп (не могу уснуть) || Спеть куплет. Кильд. † Пĕр çавăрса илсе пĕр юрлăтăм, ăшăмра мĕн пуррине калăтăм. Кĕвĕсем. Чĕкеç килет сассипе, çавăрса юрлать юррине. || Уплетать. Кан. Нимрен ытла, кĕселе атте юратсах çавăрать. || Иногда выражает силу, ловкость, законченность действия. СТИК. Çавăрса çырт, укусить.

çаврала

круглый. Ст. Яха-к. Пĕр пысăк çаврала чашăк çине сăра тултарса.

çерçи чӳк

çерçи чӳкĕ, назв. жертвенного моленья о дожде. Етрух. Усем: çерçи чӳк тутарас ачасене, теççĕ. Ст. Шаймурз. Яшки пиçеччен, ачасем хире кайса çăмăр хулли тупса килеççĕ те, унăн юпписем çине çăмарта хупписем тăхăнтарса шыва кӳртсе лартаççĕ. Тата çав хулă çине çерçи те пусса çакаççĕ. ЧС. Петровка ыран тенĕ чухне, турă çăмăр патăр тесе, çерçи чӳкĕ тăваççĕ... Пăтăпа яшка пиçеччен, ачасем пурте кĕпесемпех шыв çинче ишсе çӳреççĕ. Пăтти пиçес чухне, киле кайса типĕ кĕпесем тăхăнса пыраççĕ. Пиçсен кайран, пĕр карчăк, кашнине ĕретпе лартса тухса, пашалусем валеçсе парать; тата яшкапа пăтă антарса парать. Çавăн чухне сисмен хутран ачасем пырса йăлт шывпа йĕпетсе пĕтереççĕ. Унтан вара сиксе каяççĕ те, пĕр-пĕрне шывпа йĕпетеççĕ, йĕпеттерменнине çавăлтех тытса кӳлле пăрахаççĕ. Шывпа йĕпенсе пĕтсен, пĕр ачи яла кайса çерçи тытса килет те, пăтă пĕçерекен карчăка парать. Çав карчăк вара: турă çăмăр патăр, тесе, ăна шыв урлă вĕçтерсе ярать. Унтан вара яшкипе пăттине киле илсе кайса семйипе çиеççĕ. Ст. Шаймурз. Унтан тата çамрăксем: хĕрĕ, арçынни, пухăнса, çырма хĕррине кайса, çерçи чук тăваттăмăр. Никит. Тепĕр виç-тăват кунтан, шывпа выллянă хыççăн çерçи чӳк чӳклеме тытăнчĕç. Хăшĕ-хăшĕ хутаçсем çакса чӳк валли кĕрпесем, çăнăхсем пуçтарма кайрĕç. Хăшĕ-хăшĕ сарайсем çинчен çерçи çурисене çĕкле-çĕкле тухса тасатма пуçланă. Вара пур яшка çимĕçисене хурана ярса киремете (место, где приносят жертву киреметю) çĕклесе карĕç. Унта, киремет çăмăр патăр тесе, асăнса çерçи чӳк яшкине пурте çирĕç. Хăйсем шывпа выллянă чухнехи пекех çарран, юле-пилкĕн, çуçне-пуçне салатнă... Н. Ильм. Пăтти пиçсен, çерçине çăмарта хуппи ăшне хупса, сĕтĕк çăпата çине лартаççĕ. Çăпати çине, çерçи умне, пĕр кашăк пăтă ăсса хураççĕ те, чӳкле пуçлаççĕ. Акă çапла каласа чӳклеççĕ: çырлах, çĕнĕ тырă пăттипе çерçи чӳкĕ чӳклетпĕр, çырлахсан — çырлах, çырлахмасан — килес çул чӳклемĕпĕр; çерçи чӳкне килнĕ хĕрсен йĕтĕнĕсем кăкăр та ан ӳсчĕр, пусисем мăй таран пулччăр, кантăрĕсем пуç-тӳпинчен пулччăр, хăйсем качча кайса пĕтчĕр. Качча кайсан, сак тули ачисем пулччăр. Ачисем çерçи чӳкне килччĕр, çерçипиле. (Участвует, повидимому, лишь молодежь).

çинче

(с’ин’ζ’э, с’ин’џ̌э), вм. çийĕнче— в, на (чем), на поверхности (чего). Качал. Йăвам çинче çăмартам, çăмартам çинче чĕпĕм пур. Регули 1120. Çĕнĕ сăхман он çинче (на нем) паян. Ib. 1117. Йăвăç çинче ларать. Ib. 183. Вăл киле килнĕ çĕрте, çол çинче, окçа топрĕ. Самар. † Ула-чăпар кĕпесенĕн шурри çинче, камăн алли витĕр тухнă-ши, çинче (= çинçе), пĕрти, пилĕклĕ, хура куçлă, камăн арки çинче йăванса ӳснĕ-ши? N. Пăрусем сĕлĕ çинче çӳреççĕ. Орау. Масар çинче унта-кунта анчах пытарнă вилнĕ çын тăпри тĕмисем курнаççĕ. На кладбище видно несколько свежих могильных холмиков. Ib. Масар çинче юр айĕнчен хĕлле пытарнă вилнĕ çын тăпри куписем туха пуçларĕç. На кладбище показались из-под снега свежие могильные холмики. Ib. Атăл çинче кĕпер тунă çĕртре ĕçлеççĕ. Четырлы. † Лаша вăйĕ пӳлмере, кристянсем вăйĕ çĕр çинче. К.-Кушки. Кам унта сăмавар çинче курăнат? Кто это там на поверхности самовара (т. е. отражается) Ib. Кам унта ларат сăмавар çинче? Кто это там отражается на поверхности самовара. N. Вăл (он) хăй сăнин кĕлеткипе куç-кĕски çинче (в зеркале) пăхакан çын евĕрлĕ. Шинар-п. Пӳртĕнче тăта вĕсенĕн алăк панче пĕрене çинче пĕр шăтăк пулнă. О сохр. здор. Вĕсен ырашĕ çинче тата пукра та нумай пулать. Собр. Çĕр çинче çуралать, вăт çинче тĕне кĕрет, шыва курсаннах вилет. (Тăвар). Б. Ильгыши. Йăви çинче çăмарти пур, çăмарти çинче мĕн пур? — Çăмарти çинче чĕпĕ пур.— Чĕппи çинче мĕн пур? — Чĕппи çинче йăпах тьыха пур. Никит. † Виç ял çинче виç варличчĕ, илес тени пĕреччĕ. (Солд. п.). Собр. † Ушкăн-ушкăн тупăлха, ушкăнĕ çинче пĕри шупка. N. Çав хуранта пăта çара çу, сĕт çинче пĕçереççĕ, çăмарта та нуммай яраççĕ. Кан. Укçа шăпах тавар çинче тăрать. Все деньги в товаре. Ib. Ытти заметкусем çинче вак ĕçсем çинчен çырнă. ТХКА 71. Вакун çинчех, тырă илсе тавăрăннă чух, атте вилнĕ, тет. N. Хирте пулă çинче тулли пучахсем те, пушшисем те пур. N. Эс янă пиçмо çинче çирĕм пус окçа илтĕм. Орау. Такана çинче пăрçа кустăраççĕ, те пăрçа куккăли тăвасшăн, темскер. Н. Карм. † Уйрăлнă чух эпир уйрăлтăмăр, кантăр çинче ӳснĕ пуса пек. Юрк. Йĕс кĕлетре шăналăк, шăналăк çинче сарă хĕр. N. Ыраш çинче çӳпĕ нумай... N. Ыраш çинче пукра пур. Ядр. Виçĕ кун халсăр выртрăм та, тăват кун çинче (на четвертый день) чĕрĕлтĕм. N. Икĕ кон çинче. N. Кайран вара ăричаксемпеле çапса аран виçĕ кун çинче (на третий день) вĕлерчĕç, тет, çакна. (Из сказки). СВТ. Шатра таврашĕнчи ӳт тăхăр кун е вунă кун çинче (на 8-ой иди 10-ый день) пит хытă хĕрелме тытăнать. N. Икĕ витре ĕçсен, виçĕ витре çинче (когда выпьют 2 ведра и принимаются за третье). Кан. Малтан шыв çинче ишсе пырать. N. Çăвĕпе сирĕн е хĕвел çинче, е çумăр çинче, е сивĕ çинче çӳрес пулать. || Над. N. Хĕвел: эп ир тохрăм та, каçчен çĕр çинче çӳрерĕм, тет. N. Калакла çăмарта çинă чухне çăмартана чашăк çинче тытса çияççĕ. N. Шу çинче кайăксам вĕçсе çӳреççĕ. N. Сĕтел çинче шăнасам вĕçсе çӳреççĕ. Якейк. Алăк çинче хонар çакăнса тăрать. Над дверью висит фонарь. Сорм-Вар. Хура хĕр сасси ял çинче (раздается над деревней, или по деревне). Торп-к. Ывăлĕсем пырса пăхнă та, алăк çинче шĕшлĕ тăнине курсан, çĕн çĕре витрех тарнă, тет. || При, при наличии. Сала 275. Анне çинче пурăнтăм шурă сĕт çинчи хăйма пек. Али 70°. Патшапала çанат ячĕ çинче аттепеле анне ячĕ пур. N. Эпĕ сан çинче ырă куртăм, халĕ эпĕ кин аллине юлтăм — йĕп çине юлтăм. БАБ. Вилле пăрахса кӳрше кайса çывăраймастăн вĕт. Хăрасан та пулин ун çинче (при покойнике) иккĕшĕ çĕр каçнă, тет. Сред. Юм. Пит чирлĕ выртакан çын выртнă пӳртре хăй сӳнтермесĕр ларсан: çинче ларнă, теççĕ. Сунч. † Атте-анне çинче пурăннă чух тивлетлĕччĕ пирĕи пуçăмăр. Полтава 11. Хамăр пурнăç пур çинче усал çылăх пулас çук. N. Сарă лашам пор çинче, пока у меня есть Савраска. N. Хăвăнта хастарлăх пур çинче ан ӳркен. N. Çак тĕрлĕ пулман пулă çинче унтн çынсем ялан пулă кăна çиетчĕç. Хора-к. † Тунти пасар пор çинче хĕр пăхмасăр илес мар; çак ял хĕрĕ пор çинче пер (= эпир) те арăмсăр порнас çок. || Из. Собр. Шыва витре çинче ĕçсен, çылăх пулат, тет. || Из-за. Ала 16. Çавă хĕр çинче вăсен тавлашу пулнă. Тораево. Кайнă чух вăл виçĕ усал такмак çинче тавлашнине курнă. Ib. Эсĕ пире сут туса пар, эпир çак такмак çинче виçĕ çул тавлашатпăр. Синерь. Вăл вĕсене каланă: ма эсир вăрçатар? — Вăлсем каланă: курăнман калпакпа курăнман атă çинче, тенĕ. || Иногда употребляется при обозначении времени. N. Вилнĕ çыннăн ӳтне ир çинче (на утро) пытармалла пулсан... N. Ир çинче каллах иртерех тăраççĕ те, уя каяççĕ. N. Авăн çинче кайнă (во время молотьбы). N. Данил вилчĕ авăн çинче. Истор. Пĕрре Владимир çывăрнă чух Рогнеда ăна кăшт кăна çĕçĕпе чиксе вĕлереймен, лешĕ çинче (во-время) вăранса çĕççине туртса илсе ĕлкĕрнĕ. || Среди, в. Кан. Çирĕм пилĕк ача çинче начаррисем те пулнă. Ачач 65. Кантуртан килнĕ хута çав кунах халăх çинче вуласа кăтартнă. N. † Ялĕ-ялĕнче хĕрĕсем каччă çинче палăрмасть; хамăр ялсан хĕрĕсем укçа çинче палăрмасть. Ау 269. † Тăват пилĕк пăрат (брат) çинче эпĕ кăна ытлашши. N. † Ах аттеçĕм, аттеçĕм, пилĕк чуну çинче эпĕ пултăм ытлашши. Турх. † Нумай ача çинче, ах, ӳсрĕмĕр, анчах пире ырă кун пулмарĕ. N. Ертел çинче пурте пулат. Альш. Çитмĕл тĕслĕ кун çинче çил-тăвăл кун килĕ. N. Халăх çинчи шута ăста пĕлекен çын сайра анчах. Собр. † Кӳрĕш-арăш çинче пурăнтăм, пĕр йăвари çăмарта пек. (Хĕр йĕрри). Ст. Ганьк. † Куçна шурă илсессĕн, хĕрсем çинче килĕшмест. || При названии городов и пр. на вопрос: где? Н. Сунар. Кам кайма охота çанти купир çинчи чипер Анастаçи ятлă хĕр сăнне исе килмешкĕн, уна çĕр тенкĕ парăпчĕ. (Из сказки). Панклеи. Вăсам çинчен Сорăмра мар, Кăрмăш çинчи чăвашсем, Самартисем те пĕлеççĕ. Ib. Сорăм çинче. Панклеи. Çакăнта мăн хола полнă. Çав хола çинче вăрçă тохса кайнă. Вăрçă тохсанах, холине çĕр çăтнă. (Из сказки). || На обязанности, на ответственности. Актăй. † Ĕçес, çияс хуçа çинче, пупляс, юрлас пирĕн çира. Угощенье на хозяине, а беседы и песни на нас (т. е. как бы составляют нашу обязанность). Ст. Ганьк. † Сакăр пирĕ — сарă сыппи, пилĕке çитми тусан арăм çинче. || О, об, относительно. N. Мĕн пур сăмахĕ — юмахĕ те пăрусем — вăкăрсем çинче анчах.

çу куçĕ

, çу куç, лунка, которую делают в каше для наливания масла. Янш.-Норв. Пăтти çине виçĕ пашалу хурать, тата çу куçĕ хывать. (Çăмăр чӳкĕ). К.-Кушки. Хуран çине çу куçĕ тунă (делали), кашăк хунă. Сред. Юм. Сĕтлĕ пăтă çине çу куç хорса пуçса çиеççĕ. Микушк. Пĕре вăсем пăтă пĕçернĕ те, çу куç туса çинĕ. Сиктер. Чукун ăшĕнчи пăтă варрине çу куç тăваççĕ сар çу ярса.

çураçма

сватовство. Самар. Çураçма каччă енчен те, хĕр енчен те ваттисем анчах хĕр ашшĕсем патне пухăнаççĕ... Çапла пĕтет çураçми. || Назв. обряда. Аттик. Чăвашсем çураçма хывнă чух пӳрте йăтă-мĕн кĕрсе пĕтĕм сĕтел çинчи çимĕçсĕне çисе ярсан та тимеççĕ. Ib. Чăвашсем тĕне кĕнĕ пулин те, çапах хăшĕ-хăшĕ хăйсен авалхи йăлисене пăрахаймасăр, вăхăчĕ-вăхăчĕпе вилнĕ çынсене асăнса çимĕк, çураçма, пумелке, кĕрӳ тăваççĕ. Тюрл. Пирĕн ялта, ут çăлса пĕтерсен, çураçма хываççĕ. Çураçмана ак çапла тăваççĕ: пĕр-пĕр кĕçнерникун чăх пĕçереççĕ, икерчĕсем пĕçереççĕ те, каçпа пур çемйипе ларса çиеççĕ. Пĕр чашăк йăри-тавра çурта çунса ларат, ăна вăлсем вилнĕ çынсене асăнса çутаççĕ. Çинĕ чухне вăлсем чăх шăммисене ахаль пăрахмаççĕ, пĕр-пĕр чашăк çине хураççĕ. Çисе тăрансан, çамрăккисем сăхсăхса тухса каяççĕ. Ваттисем пĕр витре илсе, унпа сăра, йкерчĕсем тураса, чăх шăммисене ярса пиллештереççĕ те, урама кăларса тăкаççĕ. Çав каç вара вăлсем ытлашки калаçмаççĕ, шăппăн, ерепен çӳреççĕ. Çавна вара пирĕн çураçма теççĕ. СПВВ. ИА. Чăвашсем çĕмĕк каç çураçма хываççĕ. См. Магн. М. 187.

çăв куçĕ

то же, что çу куçĕ. С. Тим. Пĕр чашăкĕ йĕри-тавра çынсерен пĕрер кашăк чиксе, варине çăв куçĕ туса, çăв пит нумай яраççĕ.

çăл

(с’ŏл, сы̆л), ключ, родник. N. Çăл тухать, пробивается родник (в реке). ГТТ. Çăл тухнă. Ib. Çăл типнĕ. Актай. Çăл пур тăвайккинче икĕ кăвакал ларат. (Хĕр чĕччи). Сятра: с’ŏлдан шу э̆снэ̆ чона валдан коры̆к чэ̆бэ̆тсэ татса п̚ы̆раҕаччы̆, шу озалы̆ сын ы̆шна кэ̆рэсрэн. ЧС. Вăл çăл пит хаяр, çавăнпа вăл упăшку суха тунă чух çавăнтан шыв ĕçнĕ те, тата шĕлепе (шĕлепкепе?) ана çине юлташсам валли ăсса кайнă, çăл ăна тытнă, халĕ ĕнтĕ ăна çăл чӳклемесен ямаст, чӳклемесен упăшку та вилĕ, тенĕ. Ал. цв. 9. Шыв çăлран тӳрех кĕленче чашăк çине юхса кĕрет. Бес. чув. З. Вăл çырма çула çăл пек кăна юхса выртнă, çуркунне темĕн тĕрлĕ хытă, çырма хĕррисене ише-ише юхса пынă. || Колодец. Изванк. Çăлĕ çине пăхсан, çара çăмарта анчах куратăн, пит йĕрĕнчĕклĕ. Çав çăмартасене, е ĕслĕк ерсен, е кĕсен-çăпан тухсан: çав çăл тытрĕ пулĕ, тесе, кайса яраççĕ. Ib. Чăх ашне пĕçерме çав çăлтан (т. е. Яшутка çăлĕнчен) шыв ăснă чухне: эпир шыв ăснăшăн ан çилен, тесе, пĕр çăмарта ячĕ. (Поминки). Ачач 2З. Анне, кала-ха: эпĕ ăçтан çурăлнă? тесе ыйтсан, амăшĕ çапла тыттарнă ăна.— Сана çăлран туртса кăларнă, тет. Орау. Мĕн пур çăла вĕлерекен амаль ярса тултарнă, тит. Она отравила все колодцы.

çăмарта

(сы̆марда), яйцо. Собр. Чăх çара çăмарта тусан, япала çухалать, теççĕ. Орау. Пĕлтĕр çăмартана малтан Якура çитартăмăр та, чăхсем çăмарта лайăх (нуммай) турăç. Ib. Чăх çара çăмарта тусан, лайăх мар. N. Кивĕ çăмарта. N. Виç эрнерен ытла выртман çăмарта. N. Çăмарта самăр мар. Кубня. Мăн çăмарта, çутă куç. (Ламппă). Абыз. Вуникĕ ăмăрт-кайăк, ал икĕ чана, тата виçĕ çĕр утмăл пилĕк шăнкăрч пĕр çăмарта йăтса кайнă. (Çулталăкри уйăх, эрне, кун). N. Хĕре (невесту) килте, çынсем панче те непременно çăмарта шӳрпи çитереççĕ, ачалă-пăчалă пултăр тесе. Вил-йăли. Ача вилсен (лет до 5—7), тула çăмарта кăларса ывăтаççĕ. Альш. Сакайĕнче сакăр çăмарта, саккăрĕш те сарă çăмарта. Пшкрт. Иккĕччен çоратат (родится), пĕре вилет. (Çăмарта). N. Ку такăнчĕ, тет те, кун çăмарта тарчĕ, тет (яйцо выскользнуло у него из рук). М. Васильев № З, 20. Çыннăн чонĕ тохсанах: чон вырăнне çăмартана асаплантар, тесе, орама пĕр çăмарта тохса пăрахнă. Тет. Çĕнĕ-çынни минчетрен килсенех, хапха урлă çăмарта ывăтаççĕ. Нюш-к. Шыв чăххи çăмартине шыв хĕрне тăвать (несет яйца на берегу). N. Ăçта çăмарта ăрăмласа пăрахать вăл çын патне. Çавăнпа чăвашсем, хапха умĕнче çăмарта выртнине курсан, вăл çăмартана илмеççĕ. Сред. Юм. Ака пăтти пĕçерсен (акса пĕтерсен), пĕр чашăк пăтă, пĕр çăмарта ана çине варнă; ăна: тырри çăмарта пик тотă полтăр, тесе, варнă, тет. Ib. Çăмарта тăвас чăх пик коскаласа çӳрет, тесе, пит васкаса ниçта кайса кĕме аптраса çӳрекен çынна калаççĕ. Ib. Çăмарта панче çӳрет. Живет в яичниках (занимается по скупке яиц). N. Çăмарта çурăлса карĕ те, унăн питĕ çине сирпĕнсе хупласа илнĕ. Яйцо лопнуло и залепило ему все глаза. Н. Сунар. Çав çăмарта йăмăкин чĕри пулнă. Этем йăх. еп. пуç. кай. 4. Вăл: виçĕ мăн çăмартасем çинче ларса, пĕр ывăл, икĕ хĕр кăларнă та, çаксенчен вара этем йăхĕ пуçланса кайнă, тенĕ. Кан. Хăçан паран (отдашь)? — Автан çăмарта тусан (т. е. никогда).— Унччен тăхтамастăп.— На, эппин!.. Ядр. Çăварни лаши çăмарта пек (круглая как яйцо), çăмарта калики тăвас мар. СТИК. Çăмарта пек чăп-чăмаркка лаша. Маленькая, но аккуратная лошадка. Арзад. 1908, 42. Çăмарта сутнипе вуникĕ пуслăх тăвар илнĕ (она). || Арзад. 1908, 5З. Анне çăмарта Луккине улт çăмарта, Тимака ик хут ытларах сутнă. || Теsticuli (шулята). Шорк. Ăйăра, çăмарти ансан, кастараççĕ (это бывает в возрасте З—4 лет). Орау. Çăмарти анать, тетчĕ-çке, епле ăна салтака илнĕ пулать-ха. N. Акташ ачине çăмартинчен тапнă та, вилнĕ.

çăмах

(сы̆мах, с’ŏмах), род лепешки. Шибач. Çăмах, крупные лепешки из ячменной муки. В. Олг. Якейк. Çăмах (сы̆мах), лепешки или куски теста, пускаемые в „яшку“. В. Олг. Çăмах (пăрçа çăнăхĕ, пăри çăнăхĕ, тул çăнăхĕ; для „яшка“). Ст. Чек. Çăмах, шарики из теста, мешанного с маслом и яйцами, или с салом, вареные в котле. Ib. Çăмах — кашăк кĕмĕркки пек (сколько можно захватить ложкой); çăмарта ярса çăрса пысăк салма пек тăваççĕ. Нюш-к. Каччине çăмахпа лартнă (стала угощать парня сюмахами).

çăпала

(с’ŏбала, сы̆бала), ложка. В. Олг. Çăпала, ложка. (Слово „кашăк“ здесь неизвестно). Пшкрт. Каран вăл окмака ереччĕ (jӓрӓчэ̆), пиччĕшсем пасара амăшня пытарма çăпала (с’ы̆βала) ил, теччĕ, туар, коршшок ил, теччĕ, окçине парсереччĕ (= парса яраççĕ). || Половник, уполовник, разливная ложка. КС. Çăпала-яшка антармалли. Хурамал. Çăпала — яшка антаракан пысăк кашăк. Изамб. Т. Кăймак чустине тӳрех çатма çине çăпалапа яраççĕ. || Маленькнй деревянный ковшик. СПВВ. ЕХ. Çăпала — йывăçран тунă пĕчĕкçĕ курка. || Черпак для сгребания пчел. Порх. || Полица. См. суха çăпали. ХЛБ. Тепĕринпе (сохою) ун хыççăн (вслед за первою сохою) пĕр йĕрпех çăпаласăр аялти тăпрана сухаласа çиелле кăлармасăр çемçетсе анчах пырас пулать. || Часовой маятник.

çăтмах

рай. А. Турх., СПВВ. ТМ. Т.IV. Мункунта вилнĕ çынна çăтмаха кĕрет, теççĕ. Н. Шинкусы. Çăтмахра (тутлăхра) ырă вырăнта пулччăр, йывăр тăприсем çăмăл пулччăр, выртнă вырăнĕсем мамăк пулччăр! (Поминовенье предков в молитве ӳчӳк). СПВВ. ИФ. Пĕр-пĕр çамрăк е ватă çын вилсессĕн: пилĕ тутăр, çăтмахра пултăр, теççĕ. Лайăх вырăн. СПВВ. ЕС. Çăтмах — рай, савăнăçлă пурăнăç. Юрк. Мункунта вилнĕ çын çăтмаха, кĕрет пулат. Нюш-к. Вилнĕ çынна хывнă чухне юсмана тата-тата: çăтмахра пултăр, тесе, пăрахнă. Эпĕ пĕчикĕ чух ваттисене асăннă кун асатте, чашăк хĕррине йĕри-тавра çурта лартса, чашăка: çăтмахра пултăр, çăтмахра пултăр, тесе, икерчĕ тата-тата пăрахатьчĕ. Ваттисене асăннă кун тĕн айĕнчи пĕрене çине те тĕн айнех çуртасем лартаççĕ. СПВВ. Х. Çăтмахра пултăр (в раю. Ядр). Русак. Тумлантарсан, çурта çутса (..çинче çăкăр çумĕнче): пилле, тесе, хываççĕ. Пахил пул (усал ан ту, тени пулат). Çăтмахра пул (райра пул, тени пулат), йăвăр тăпра (и?) çăмăл пултăр. Вилнĕ çынне килтен хуп çинче пирсемпе çĕклесе каяççĕ. Изамб. Т. Çăтмахра выртăр! (Обращение к умершим на поминках). Ск. и пред. чув. 67. Çăтмах пекех туйăнать Силпи чăваш ялĕнче.

çăтмăх

рай. Моркар. Аттик. Вара пумелкене пынă çынсем çавă чашăк хĕрне пыра-пыра: эй (ятне калаççĕ), пил ту, сана çурта лартатпăр, тесе, çурта лартаççĕ. Çавсемех чашăк çине те çимĕç тураççĕ, сăра, эрех яраççĕ. Вĕсем якă çапла калаççĕ: эй (ятне калаççĕ)! пил ту, пиллесе паратпăр, пиллесе ил, пиллĕхрен пиллĕхе çитер; савса ларатпăр, савса ил, савăнăçран савăнăçа çитер. Эй (ятне калаççĕ)! Çăтмăхра пул (çăтмăх тесе рая калаççĕ вĕсем); эпир мĕн пани санăн умăнта пултăр, эсĕ мĕн илни турă умăнче пултăр, турăмăн тӳплĕх, патшанăн ырлăх, амин! теççĕ. См. Магн. М. 157, 165, 172.

çĕр-çу

или çĕр çăвĕ, „земляное масло“. Вид особого гриба, в корне которого бывает жидкость (масло), которою мажут поранения. Тюрл. Çĕр-çу (земляное масло, лекарство) хор çăмарти пек полать; аври пор, кашăк аври пек; сăрт çинче полать. Шибач. Çĕр-çу, земляное масло (пит шăршлă полать, лайăх шăршла). Торп-к. Çĕр-çу, назв гриба. || Керосин. Хурамал. Çĕр-çу.

такăртат

(тагăрдат), стучать (ногами). N. Ура çинче такăртатса тăрса. Т. II. Загадки. Чашăк айĕнче чакак чакаклать. (Лаша ури такăртатни). Альш. Ку салтаксем такăртатса патша патне килеççĕ, тет. Ib. † Маттур ача, хура аяа, такăртатат ашшĕйĕн мулĕпе. Ib. Чӳлмек вырăсĕ çул çинче такăртатса ташласа çӳрет, тет.

туй таврашĕ

назв. духа. Ст. Яха-к. Маçилке çапла хăй пĕлнĕ киреметсене пурне те вуникшер юсманпа, чи каяранхинче туй таврашне çитмĕл çичĕ юсманпа чӳклет... Эй туй таврашĕ, çитмĕл те çичĕ тинĕсре туй пуçлăх пулса пурăнакан, çак кил-хуçи тинĕс тĕпĕнчи пекех туй туса кин илчĕ; эпир сана мехил çитменнипе час чӳклеймарăмăр, вăхăт çитрĕ, чӳклетпĕр ĕнтĕ, тархасшăнах эсĕ çак кине çăмăллатсам. (Туй таврашĕ тасаттарни). N. Туй таврашне (духу) чӳклеме тытăначчен, ытти кĕçĕн киреметсене чӳкленĕ юсмансене уйрăм урăх чашăк çине пухса хучĕ. Тата çав юсмансенченех кашни киреметне уйрăм чӳкленĕ пĕрер юсманне (= юсманĕнчен?) чĕпĕтсе илсе, пĕр сăра курки çине хучĕ (старуха).

тукмак

токмак (тукмак, токмак), колотушка. Янш.-Норв. Лапка айĕнче йĕпе тукмак. (Загадка: реnis). Ст. Чек. Алли тукмак пек шыçса кайнă. Ск. и пред. чув. 8. Симĕс тукмак аллинче. В. Олг. Атьăр тоя, атьăр тоя ватти-яшшипе, атьăр, арăмсам, ачи порĕ ачине илĕр, ачи çокĕ токмак илĕр. N. Йĕкĕрешсем тукмак пак ӳсеççĕ, тет Кулине. Пазух. Раккассисем туй халăхĕ — пăрахăç сăвай тукмакĕ. Якейк. 1) Вот токмакки, колотушка для забивания клина или топора; 2) чăмăр тôкмак — пир токмакки, тата кĕпесене, типсен, çапмалли токмак. VS. Юрк. Хĕрлĕ хĕвелпе типĕтĕпĕр, çăка тукмакĕпе çапăпăр (платок). || Валек для белья. Якейк. Кĕпе çума карăм та, хорăн токмак çорăлчĕ, хорăн кĕвенте хуçăлчĕ. СПВВ. МС. Тукмак — кĕпесем çапмалли, вутă çурмалли; тукмак — кашкăр: кашкăр тесен, кашăк пек çăмăлланать, теççĕ, тукмак тесен, тукмак пек йăвăрланать, теççĕ. || Язык колокола. КС. Чан токмакĕ, язык колокола. Т. II. Загадки. Чан токмакки, язык? || Гири у часов. Шибач. Часси токмакĕ, гирька. || Палка, которой бьют в барабан. Сорм-Вар. † Мучи кăркки шур кăркка, çапрăмăр та пăрахрăмăр, параппан тукмак турăмăр. || Нагайка. Бел. Гора. Ача кăмăлне килмесен’ вуниккĕпе явнă тукмакпа çурăм çинче вылятĕ (невесте). || Бедро, ляжка (птиц). Ау 188°. Автанăнне тукмакне касса илтĕм те, çисе ятăм. Орау. Чăх тукмакки. Ib. Чăххăн е алтанăн урисене, ашлă пулсан: ачана тукмакне парас, теççĕ. Сунт. Ĕлĕк чух унпала иксĕмĕр ĕçкĕ ĕçсе, алтан тукмакки çисе, итес уйăрса тавлашса пĕтнĕ. Сред. Юм. Алтан токмакки, верхняя часть ноги петуха. Бел. Гора. Астăвăр-ха йыснана, хур тукмакне сĕтĕрет. КС. Тукмак-пĕçернĕ кайăк пĕççине калаççĕ (ачана тукмакне парас, тиççĕ). N. Асатте пусрĕ ват лаша, мана пачĕ тукмакне. || Волк. Орау. Тукмак тесе кашкăра, йăвăрланса выльăха ан тытайтăр тесе, калаççĕ. Тогаево. Ялта токмаксем хăш çынăнне тыйха тытнă, хăшшăнне пру, хăшшăнне ĕне тытнă. N. Сорăх ывханĕ (= ылханĕ) токмака çитмест. (Послов.). Орбаш. Тукмак-кашкăр. || Тупой (о человеке). Юрк. Арăмĕ ухмах пулинччĕ, ачи тукмак пулинччĕ. N. Тиечукĕ те, тукмакĕ, пупăн ĕçне пĕлсессĕн, хăранипе хурланса вăл хушнине тумашкăн яхăнне те итлемен. || Прозвище человека. Ск. и пред. чув. 34. Акă сирсе халăха вĕçсе ухать сирпĕнсе Тукмак Петĕр çырă ача. || Яз. имя мужч. Именд.

тумлан

по капле, каплями. Ст. Яха-к. Сăра тултарса лартнă куркине тытса чашăк çине: перекетне пар, тесе, хĕреслесе тумлан-тумлан тăкнă. Ун хыçĕнчен вара ĕлĕк кам курка тытса тăнисем те çавăн пекех чашăк çине: перекетне пар, тесе, хĕреслесе тумлатнă.

хаяр чĕресси

посуда, куда клали дары злому духу хаяр. КАХ. Совершив „карта пăтти“, брали „пĕр пус укçа, тепĕр кашăк пăтă, тата тепĕр татăк пашалу“, клали „пĕр чĕрес çине“ и вешали „карташне“. Уна вара хаяр таврашне çакрăмăр, тенĕ. Чĕрессине хаяр чĕресси тенĕ.

хир

(хир), приподнимать рычагом, гнуть, разгибать, выдергивать с корнем. См. хаяр. КС. Тункатана рычакпа хирсе кăларчĕç. Капк. Качака сиксе тухрĕ те, рычак йăтнă хăй, хирет кăна, пичкесене ураран рычакпа яра пуçларĕ. Ала 55. Кĕлетĕн пĕр кĕтессине хирсе йăтрĕç çын кĕмелĕх. Кан. Тимĕр лумпа хирсе 250 хăма кăларчĕç (изо льда). Ib. Эпĕр сан çекрет арчуна шĕшлĕпе хирсе уçрăмăр. Çĕнтерчĕ 35. Малтан хăрах хăлхине эмеле ярĕклĕн яртараççĕ, кайран, ыраттарма пуçласан, çыхса пăрахмасăр, çăварне шĕшлĕпе хирмесĕр ĕç те тухмасть. || Срубать или срывать. Альш. Миккул шĕшкĕ каснă чухне шĕшке хирет кăна. Ib. Ачасем вĕт шĕшкĕсене алăпалан хирчĕç кăна (ломали). Сред. Юм. Такам пахчинчен хирсе тохнă ĕнтĕ кô олмана ăсĕм, хăйсĕн пахча çôк ĕнтĕ кăсĕн. КС. Паян вăрманта пушăта хирнĕ вăсам (много нарубили, без счета). Шинер-п. Пӳртӳм хăмисене пуртăсемпе хирсе тăкрăç. Хурамал. Йывăçа нумай кассассăн, хирсе тăкнă, теççĕ. || Натягивать Изамб. Т. Вĕрен лăнчă пулсан, ăна хиреççĕ (натягивают). Ст. Чек. Хивсене пăрт-йывăççипе хиреççĕ (пăраççĕ). || Вертеть. N. Ан хир. Не верти. || В. Олг. Патакпа хирсе кăлар (выгнать побоями). || Бить, разбиваться. Кама 21. Эсĕ çапла вĕт. Санран сиен тумасăр пулать-и. Сан аллусем çын аллисем пек мар вĕт. Хиретĕн вара чашăк-çăпалана. || Истреблять. Изванк. Таках выльăхсене хирсе пурăнать (мур). Ст. Яха-к. Маçилке каларĕ (погадав): вăт ĕнтĕ вăл чӳк сиксе тухрĕ, анчах сирĕн куçăра те курнат, темĕн, вăл епле сире хăвăра выльăх-чĕрлĕхĕрĕ мĕнпех хирсе тăрат (губит). (Туй тавраш тасаттарни). Ib. Эсĕ выльăх-чĕрлĕхе те хирсе ан тăк, çултан çула хутшăнтарса пыр. Не истребляй скота, но приумножай его с года на год. (Из моленья). Истор. Азияра çавăн чух пĕр Тамерлан ятлă хан пур халăхсене хирсе тухнă. КС. Кăçал мур лашасене хирсе карĕ (истребил). Баран. 110. Е вĕсене чир килсе хирсе тухать, е тата усал çанталăкпа пĕтеççĕ (погибают). N. Мур хирĕшшĕ! || Разрушать. Сĕт-к. Хватлă çомăр çуса Мочкаш çинчи, Выл çинчи армансене йăлт хирсе кайнă (армансем татса кайнă). || Пробирать, бранить. N. Хăшĕ-пĕрисем халĕ те ачисене тертлентерсе пĕтереççĕ, ĕçсе килсен хиреççĕ анчах. N. Сăмсуна тасатаймастăн, тесе хирет хайхи ачана. N. Тапратрĕ вăл ачасене хирмешкĕн. || Усиленно работать. || Сред. Юм. Эс туса хирен пôль ĕнтĕ тăта, эп тăваймарăм ĕнтĕ... (с иронией. Смысл: где тебе сделать). Ib. Хирет ĕнтĕ ô. Ну уж он сделает! (Говорят иронически о человеке, не могущем сделать). Ib. Эпир пĕрре иксĕмĕр калемпĕре кайрăмăр та ôнпа, хирет вит ôхмах калĕмпĕре, эп ик çых татнă çĕре виçшер, тватшар çых татать. N. Вăкăр пек (вăпăр пек, вупăр пек) хирет. Усиленно работает. Якейк. Вăсам тырра хиреççĕ анчах. Альш. Темĕн чухлĕ хир хирсе пăрахнă (большое количество поля сжали). Ир. сывл. 34. Килех, илех çавуна, хирсе тăках çаранна.

хисеп тухни

то, что причитается, приходится. Баран. 73. Вара чирлисене чĕрĕкшер курка, сыввисене пĕрер кашăк анчах шыв пама хисеп тухать (во время осады).

ху

то же, что хыв, класть, накладывать. Сятра. Пĕр арăм çăпата ăшня сĕлĕ хуса, тет те, туртса пырат, тет. В. Олг. Кăмака ху, класть печь. Пшкрт. Торайсам тырă хуса каяччă (везут). N. В Б. Карачкине говорят: навос хуас, а в В. Олгашах: навос тиес. || Ставить. Панклеи. Пăлтăртан тавăрнсан çак старик çăнăха сĕтпе çупа çăрчĕ те, пĕр пашалу туса кăмакана хурĕ. N. Икĕ пăт салат хурăм. N. † Салат хурăм ерипе. || Метать стог. Ой-к. Вара Иван çĕлен пуçне касса татрĕ те, копаласа вуникĕ купа капан хуса хăварчĕ, тет. || Вить (гнездо). Янгильд. Мĕн пор кайăксем те хĕпĕртесе йорласа, йăва хуса, çурă кăлара поçлаççĕ. || Заносить. N. Вăрçă патĕнче юр пит нумай хунă, теççĕ. Якейк. Пӳрте йор хуса лартнă (занесло). Ib. Çол çинче йор хуса лартнипе çӳремелли та çок. || Наливать (чай, молоко). Пшкрт. Сятра. Сивĕ шу хуса лартаччă, тет, коршока çăлтан, хôл ăшшине лартаччă, тет, каран. || Снимать. Янгильд. Пăшалне хулпуççи çинчен хурĕ те, мулкача тĕлесе çатлаттарчĕ. || N. Сан ачусем пурте хуна хунă. || Приносить жертву покойнику. Изванк. Хăнасем килсен, чи малтан икерчĕсемпе, çӳхӳсемпе хурĕç (поминки). Ib. Хайхи тьыха ашне пĕçерсе, киле йăтса тавăрăнчĕç те, хурантан ашне туртса кăларса, пурте - пĕрер хут пĕчик чашăк çине хурĕç. Унччен те пулмарĕ, кăнтăрла пĕçернĕ сурăх ашне, чăх ашне, така ашне чашăкпа сĕтел çине лартса, çав пӳртре миçе çин пур, çавăн чул валĕ турĕç. Пĕри алăк патне, пĕр пушă сăра хуран лартса, ун çумне пичке пуçласа ăсса килнĕ сăрана шăпанпа лартрĕ. Ыттисем вара çав хурана харпăр хăй аш пайне таткаласа, сăрапа пĕрле: санăн ăвăнта пултăр, ĕç те çи, эпир сана асăнăпăр, эсĕ пире ан асăн, мĕн панине илмесĕр пăшăрханса ан тăр, ыррине çавăрса кил, усала карта хыçне çавăрса яр, тесе пурте хурĕç. ЧС. Çисе тăрансан ĕçтеркелерĕç те, вара хума тапратрĕç (на похоронах). Ст. Шаймурз. Турăран ырлăх антăр, этемрен сиплĕх пултăр, аминь, ху. (Из моления).

хуранлă пăтă

каша в котле (встречается в моленьях). Менча Ч. Эй ырă туррăм, ырă пӳлĕхĕм, сана хуравлă пăтăпа, ăшă çимĕçпе асăнатпăр, витĕнетпĕр. К.-Кушки. Турра хуранлă пăтă панă, хуран çине çу куçĕ тунă, кашăк хунă (клали). Хурамал. Çырлах, ырă мăн турă! Сана хуранлă пăтăпа асăнап, витĕнеп.

хутăштар

хотăштар, понуд. ф. от гл. хутăш, смешивать. Вишн. 64. 4–5 уйăхри ача пулсан, ăна шывпа сĕт пĕр пек илсе хутăштарса парас пулать. Юрк. Унччен ĕлĕк ялан çапла чăвашсене уйăраймасăр ытти çынсенĕн ячĕсемпе хутăштарса çӳретнĕ. N. Пĕр çĕре хутăштарма. || Присоединить. N. Хусан тутарĕсен патшалăхне вырăс патши Иван Грозный 1552-мĕш çулта çĕнтернĕ те, ăна вырăс патшалăхĕ çумне хутăштарнă. N. Çапла пумилкке туса вилнĕ çынна ытти вилнĕ çынсемпе хутăштарса яраççĕ. || Добавлять. Торх. Хутăштартăм = ĕнер начар хурта вăйлатрăм (добавил, подсиливал). Вишн. 68. Эпир тата çимелли япаласенчен купаста яшки, пăрçа яшки, салма, пăтă, тата ытти апат пĕçернĕ чухне те шыв нумай хутăштаратпăр. Скотолеч. 12. Тата сĕлĕ çине пĕр кашăк ĕнĕс вăрри тепĕр кашăк серный цвет хутăштарас пулать. || Путать. Шурăм-п. 22. Икĕ ăрасна сăмахсене пĕрле хутăштармăпăр. || Примешивать. || Взять в сотрудники, в сообщество. || Вывести. Шихаз. Çын çине хутăштар (ача-пăчасене), вывести в люди. || Тасовать (карты).

куç

(кус), коç (кос), глаз. N. † Хĕп-хĕрлĕ чĕремшĕн йĕре-йĕре, икĕ улма пек куçма пĕтертĕм. N. Вилнĕ çын, вилсен куçне уçса выртать пулсан: вăл çилленчĕ пулĕ, теççĕ. N. Куçпа килчĕ. Вернулся с военной службы по причине болезни глаз (срв.: куçпа яраççĕ, куçпа выртать). N. укçан куçĕ çук. (Послов.). Сред. Юм. Паян тола тохман та, тола тохсаннах, куç кашарса каять. Ib. Куçпа пăхсан (на глаз), пĕр виç-тăват çохрăмран та ытла пик мар; кайма тăрсан, вăн çохрăм та полĕ. Ib. Куçа пĕтерсе ятăм, глаза заболели, и я никак не могу их вылечить. Ib. Куçа çисе тăрать. Режет глаза (говорят о светлых, блестящих предметах). Ib. Куçа çисе тăрать вит! (Говорят о красивом предмете, на который любо глядеть) Ib. Куçа хĕретнĕ, тесе, йĕнĕ çынна калаççĕ. Ib. Куçран тĕртсен те, корăнмас. Очень темно, хоть глаз выколи. Никит. Çĕр (ночь) тĕттĕм пулнă, куçран тĕртсен те, курăнмаçть (не видно ни зги). Альш. Куçпа çӳлелле пăх та, унтан курăн мана, тенĕ. Якейк. Çолахай куç тортсан (если бьется живчик): çын çиять, теççĕ; Сылтăм куç тортсан: çын мохтать, теççĕ. СТИК. Ватăла-киле куç вăйĕ пĕтет те, куç тĕтĕрелĕ кăтартакан пулат. [Куç темĕскерле уççăн, рас (ясно) кăтартмас]. Кильд. † Куçна хуп та, ална сул. Янтик. † Пушмак питне пит пăхăр, куçăр тухса ӳкес пек; кĕçĕр хĕрсе(не) пит пăхăр, хĕрсем тухса каяс пек. N. Акă çил-тăвăл калама çук, куçпа пăхма çук, тусан вĕçтерсе те çитрĕ. КС. Куç шăтса тухас пек ыратать (ужасно болят). Истор. Александр пыриччен, вăл хăй ушкăнĕпе Финский залив хĕрринче çĕрĕпе, пĕр куç хупмасăр, шведсем килессе сыхласа тăнă. Ск. и пред. 69. Икĕ куçĕ хуп-хура, икĕ хура шăрçа пек. Изамб. Т. Çĕр тĕттĕмленчĕ, куçăран (= куçран) тĕртсен те, курăнмасть (не видно ни зги). N. Куçне вĕçĕртмест. Не сводит глаз? Ядр. † Ах, эсрел карчăксем, шăтарас пек пăхаççĕ, вилнĕ шапа куçĕпе! N. Арăш-пирĕш куç ик майнелле пăхать, арăш-пирĕш пăхать. ЧП. Ăçта каян, тантăш, икĕ куç куççульсене юхтарса? N. Çапла хаш чухне куç, шăтса, хуплансах ларать, Юрк. Унта куç курĕ-халĕ (увидим) — разрешить туччĕр (только, бы разрешили издание газеты). Ib. Куç витĕр пăха пуçлат. Кан. Кĕрхи тĕттĕм каçсенче куçран тĕксен те курăнмасть (хоть глаз выколи). Орау. Кала эсĕ ăна, вăл манăн куçа ан курăнтăр (пусть он не показывается мне на глаза). Ст. Чек. Куçран кăшт айвантарах. Слабоват глазами. Орау. Куçĕсем куçлăх тăхăннăран ыратаççĕ унăн. Глаза у него болят от очков. Ib. Куç алчăрхарĕ (не разбирают). Ib. Çиса ярас ку çăмартана, куçа ан курăнтăр! (чтобы оно не мозолило глаза). Кив-Ял. Куçех вăрă. По глазам видно, что вор. Чебокс. Кори коçа корми тăвать (притворяется, что не видит). N. Куç курать те, ал çитмест. Видит око, да зуб неймет. Н. Седяк. Куç кĕçĕтсен: вăтанатăп пулĕ, теççĕ. (Примета). Ib. Куç курнине çимесен, куç суккăр пулать теççĕ. СТИК. Хăçан куçă хупăнĕ-ши? (= хăçан эс вилĕн-ши? — Ачипе тарăхса çитнĕ амăшĕ чун хавалĕпе калат). Ib. Куçĕсем чыст (чит. ц'ист) хуралса кайнă (говорят о больном, у которого около глаз образовались синие круги). Ib. Куç юнăхнă (= хĕрлĕленсе кайнă). Ib. Куç тула юлчĕ. (Говорят, когда в сумерки, входят со двора в избу; тогда глаза ничего не видят вследствие смены света тьмой). КС. Тăватă куçлă (человек в очках). В. Олг. Толта коçлă çын (лупоглазый; так и у КС.). Хорачка. Çиелте коçлă çын (то же). Ст. Чек. Хӳри куçĕ айне пулах карĕ, тет (тут же увидал). Ib. Сан ача пур-и? — Çук, хырăм ӳкрĕ (или: куçа валли пур та, алла валли çук. Говорят о выкидыше). Н. Лебеж. † Камăн кинĕ, тийĕçĕ, унăн кинĕ, тийĕçĕ, куçран вăйсăр (больна глазами), тийĕçĕ. N. Пирĕн умра, мĕн куç курнă таранчченех, çилпе хумханса выртакан аслă тинĕс пек, тырă-пулă пуссисем симĕсленсе, сарăлса выртаççĕ. Якейк. Пĕр стаккан сĕт куç пак толтарса патăм (= полнёхонек). N. Куçу пăч пултăр! Чтобы тебе ослепнуть! Ст. Шаймурз. Ача хăй куç курнă çĕре (= куда глаза глядят) кайнă. Ст. Чек. Куçĕсем сӳннĕ. Глаза не видят. (Так говорят: 1) о рассеянном человеке, когда он не видит искомого предмета: 2) о человеке, лежащем при смерти и ничего не видящем). Альш. Куçĕ сӳннĕ = куçĕ çути пĕтнĕ (вилсен). Сĕт-к. Куçĕ шăтса йохтăр! (ругань). Ал. цв. 6. Унăн тавра, куçран чиксен те, нимĕн те курăнмасть. Шибач. Апай, мана, тет, паян йоман торачĕ çапрĕ, коç кормаç, тет. N. Пĕр каска урлă икĕ алтан вăрçаççĕ. (Куçсам). Изамб. Т. † Пĕвĕмĕр ырă çын умĕнче, шур куçăмăр атте-анне умĕнче. ЧП. Кĕрсеех те ăсăм çитмерĕ, çамрăк пуçăм юлчĕ çын куçне. Изванк. Пуп куç — нӳхреп куç, теççĕ. (Послов.). Собр. Куçа хирĕç куç, чĕлхене хирĕç чĕлхе, теççĕ. (Послов.). Якейк. † Вăрман орлă каçрăмăр, вĕрене çинчен куç каймар (все смотрели, интересовались листьями клена). Собр. † Куçкĕски пек аккана куçран кăларса ятăмăр (т. е. лишились её). || Сглаз. Т. VI. 33. Хăмăр куç, кăвак куç, чакăр куç, чалăрнă куç, йăв куç, çыр куç, чан (так!) куç, арăм куç, арçын куç, килти куç, тулти куç, ял-йыш куç, килен-каян куç, вырăс куç, тутар куç, чăваш куç те пулсан, тухса кайтăр Плаки çинчен (заклинание). ЧС. Усал куçа тавăрни (или: шăтарни — поверье, когда ставился лошадиный череп на кол в огородах от сглаза). || Ямочка для масла (в каше). Юрк. Пĕрер кашăк пăтă ăсса, куçне пуçса çийеççĕ. КС. Кашни хуран çине куç туса, виçшер кашăк çу хурать. || Глазок (у картофеля). N. Кашни çĕрулмин, пысăккин те, пĕчĕккин те, темиçе куç пулать. || Стежок (при вышивании). N. Коç хăварса тĕрленĕ (род узора). || Петля (при вязаньи, напр. чулка). Кăмак-к. Куç йолнă. Пропущена петля. || Узел (основы). Сред. Юм. Пир тĕртнĕ чохне куç ярса тĕртеççĕ («распускают одно звено»). Шевле. Коç — комнă çиппĕн пĕр йăлăмĕ. || Каждый из кварталов, на которые разделено поле. Альш. Вăл пулуссасем (полосы поля) аслă çула маййăннисем аслă çула маййăн тӳп-тӳрĕ каяççĕ, урлисем кунталла май тӳп-тӳрĕ анаççĕ. Хирте вара çапла куç-куç пулса тăрать акмалли çĕр. || Квадратная сажень. N. Теçеттини кунта, хысна хисеплекен теçеттин пекех, 2400 куç хисепленет. || Стекло (звено) в окне. Шибач. Богдашк. Пупин чӳречисене чулпала веç персе çĕмĕрсе пĕтерчĕ (разбил); вуникĕ куç шăтăк ларат халь те. Тим. † Вуникĕ куçлă шура курнитса, ял илемне çав кӳрет. || Пузырь (водяной). КС. || Ячея, macula (сети). || Ячейка (сота). || Устье? N. Çавал куçĕ. || Водяная жила. N. † Кăвак юман, шур юман сивĕ çăлăн куçĕнче. || Глубокое место (сомн.); полынья? Слеп. Атăл куç — тарăн вырăн. Ib. Атăл куçсем питĕрĕнсе лариман-ха (шăтăк полать куç пак).

кăмрăк яни

(-νиы), назв. гаданья. Сред. Юм. Кăмрăк яни. Çĕнçол çĕрĕ (в ночь на новый год) чашăк çине шыв яраççĕ те, пĕр енчен тенкĕ, тепĕр енне çăкăр, виççĕмĕш енне кăмрăк, тăваттăмĕшне тăвар хôраççĕ. Шыв çине кăмрăк татки яряççĕ те, шывне пôлхатса яраççĕ. Вара çав кăмрăк тенкĕ тĕлне ларсан, пуян поласса пĕлтерет, тет; çăкăр тĕлне, ларсан, тыр пôл пит акса тăвассине; тăвар тĕлне пôлсан, хăйне хăй (так себе) пôрнасса; кăмрăк тĕлне ларсан, куйланса пôрнасса пĕлтерет, тет.

кĕмĕл калек

или кĕмĕл кашăк, металлическая ложка, чайная ложка. Череп.

кĕсел-мĕсел

кисель и т. п. || Обращение к киселю. ТММ. Кĕсел-мĕсел, кил кунта! Манăн кашăк çук кунта! (Из анекдота).

кĕç

(к'ӧ̆с, кэ̆с), скоро, тотчас, сейчас, вот-вот. Орау. Лешсем кĕç (скоро) персе çитрĕç. Ib. Кĕç ăшă пулать (будет тепло) ак. — Тем, кĕçех ăшăтать-и вара? (Вопрос без ответа: «едва-ли»...). Ib. Эп кĕç каяп. Я сейчас уйду. Ib. Кĕç çавăрнса килет чĕлхе çине (скоро). Абыз. † Вăрман хĕрри (так!) пас тытрĕ; нумай тăмĕ, кĕç тăкăнĕ. Выçăхакансем 18. Акă кĕç персе çитĕç. Яргутк. Йăван вĕлле хуртне аса илчĕ, тет те, çунаттине вутпа ĕнтрĕ, тет. Вĕлле хурчĕ кĕç вĕçсе пычĕ, тет. (Сказка). N. Кĕç çĕмĕрттерсе килет çăварни, каллех ĕçкĕ-çикĕ тăваççĕ. Чем люди живы. Ачи кĕç пĕр чăрканă япала йăтса кĕрет. Ст. Яха-к. ун хыççĕн кĕç тата тепĕр ватăрах çын пырса: атьăр, пирĕн патăрта малтан кайса чӳклер; манăн пурте хатĕр, пăтти те пиçнĕ, тет. N. Кĕç туй тума вăхăт çите пуçларĕ, тет. Истор. Вырăссем те: кĕç вăрçăпăр, вĕç вăрçăпăр, тесе анчах тăнă. Регули 1239. Кĕç килĕ, вĕç килĕ, — кĕтрĕм те, килимарĕ. Турх. Тăван атте çинче кĕç (чуть-чуть) ӳсрĕмĕр, тăван атте кун çутти памарĕ. N. † Ай-хай пуçăм, çамрăк пуç, кĕçех каяссăн (пропадет) туйăнать. Кан. Юлташлăх членĕсен пуххи пулманни кĕçех çулталăк çитет. Истор. Салтаксем: ак кĕç ӳкĕп, тесе анчах пынă. Янтик. Кĕç ишĕлсе анас пек ку твайккисем, ытла хăрушă кунтан иртсе кайма! N. Кĕç йăтăнса анас пек ларакан пăрахăç (покинутое) çурт. Шорк. Эсĕ пăртак тăхта-ха, эпĕ кĕçех (сейчас) килеп. Ib. Пӳрчĕ кĕç (кĕçех) ишĕлсе анас пекех ларать. Тюрл. Ку хĕрсем çитĕннĕ, кĕç вĕçсе каяс кайăк пек тăраççĕ. N. Эпĕ ăшăмра çапла шухăшласа анчах тăрап: кĕç ман пуçа касса татаççĕ (вот, вот мне отпилят голову)! тесе. || Вдруг, сразу. N. Эпир яшка çисе лараттăмăр, пирĕн патра кĕç килсе кĕчĕ (дверь была отперта; сразу, незаметно; беззвучно). Коракыш. Кĕç виç çын сиксе тухнă. Орау. Кĕç пуçа килсе кĕчĕ. Вдруг пришла в голову мысль Альш. Акă кĕç килсе кĕрет, тет, хăрах куçлă карчăк. N. Чăтаймасăр, кĕç пĕр çĕрте улпута вĕлереççĕ, кĕç тепĕр çĕрте кил-çуртне вут тĕртсе çунтарса яраççĕ. Сунар. Кĕç вăррисем (разбойники) тĕпĕртеттерсе çитнĕ. Яргуньк. Кĕç татах манан умра вут çути курăнать. || Ст. Яха-к. Тепĕр кунне вара, тунтикун, çынсем катарччи чупмаççĕ; хăлхара кĕç шăнкравпа килнĕ пекех туйăнать. || Чуть не..., чуть-чуть не..., едва не... Ала 25. Чипер Евгенийпе Иван икĕш те, çăрттан пулă пулса, тӳрех çавă кӳлле чăмăрĕç, тет. Хайхи улпут çех çитсе тытатчĕ (чуть чуть не поймал), тет. Изамб. Т. Кĕç ӳкес пек пырат. Идет и едва не падает. Ала 91. Вăл (она) хăй кăмака çинче ятлаçса ларать, ачи кĕçех урине шăнтса яман. Ib. Вăл хăй çăвăрнă, анчах унăн чунĕ кăшт анчах тухман, кĕçех вилсе каять-мĕн, хăйсен кӳрĕшĕнчи ачасемех вилес çĕртен тупса, туртса кăларнă ăна. Регули 458. Кĕç (кĕçех) ӳкеттĕмччĕ. Шишкин. † Чашăк çинчи çăмартине кĕç шоратмасăр çияттăм. Могонин. Çына кĕç вĕлермен, асаплантарса пурăннă.

тĕлĕк

сон. КВИ. Çамрăк кунсем, ыр кунсем иртсе кайрĕç тĕлĕк пек. N. Ашшĕ-амăш вилнине тĕлĕкри пек астунă. Ст. Чек. Тĕлĕкре камăнне те пулсан çĕнĕ пӳрт курсан, ун çемйинче çын вилет, терĕ. Сред. Юм. Тĕлĕк çинех полчĕ. Çывăрса тĕлĕк тĕлленсе выртнă çĕртен кам та полса пырса тăратсан калатчĕç; вара çав тĕлĕк пырса тăратакан çынна полать, тетчĕç. Артюшк. Ăстарик арăмне каланă, тет: тавай ачасене мунча кӳртсе тĕлĕк кăтартма выртарар, мĕн пуйтарĕç тет; кусем мунча кӳртсе ачисене тĕлĕк кăтартма выртараççĕ, тет. N. Сан тĕлĕкӳ акă мĕн пуласса курăннă. Орау. Тĕлĕкре мар пек, будто наяву, а не во сне. N. Ирхи тĕлĕк çынна пулать, терĕ. Утренний сон, говорит, относится к чужому человеку, пришедшему в этот дом. Сятра. Тĕлĕкре тора çисен, е çĕтсен, ĕнет е кайăк полмас, тетчĕç карчăксем. N. Сире тĕлĕкре питĕ курап. N. Эсĕ чирленине эпĕ пиçмо илечченех пĕлнĕ тĕлĕкпе. N. Мĕне пулĕ вăл тĕлĕк. Моркар. Тĕлĕкре хорăна касса ярсан, килте хĕрарăм вилессе, йоман кассан, арçынна полать, тетчĕç. N. Ман тĕлĕк те вилмеле катартмас-ха. Сятра. Çапла калатчĕ: çырмара аташсан, тохимесен — чиртен соалмас, тохирсен — соалирет; тĕлĕкре ут тарсан, арçына лайăк мар; тĕлĕкре вĕçсе çӧресен, çитĕнет; тĕлĕкре орапапа чопсан – соя, халăк сойи – лайăк мар. ДФФ. Чăвашсем тата юмăçсене тĕлĕк курма калатчĕç. Юмăçа тĕлĕк курма пиçиххи е урăх япала кайса паратчĕç те, çывăрнă чух ăна пуç айне хурса çывăрма калатчĕç. Ирхине вара юмăç тĕлĕк тăрăх чир мĕнтен пулнине, ăна епле тасатма кирлине „каласа кăтартатчĕ“. Ĕлĕк чăвашсем тĕлĕке пит ĕнететчĕç. Пирĕн анне калатчĕ: эпĕ тĕлĕкре тутар улпутне курсан, вăл кипĕт киремет пулать, вырăс улпутне курсан, вăл çĕн-ыр киремет пулать, Чăрăшри Микулай вăртахлăма курсан, вăл Ишекри Микул турă пулать, тетчĕ. СЧУШ. Тĕлĕкре арман авăрсан, вăрçă пулать. Рак. Вир тайăттăм, тăванăм, çырайăттăм, ман тĕлĕке мĕскер кĕрĕ-ши. ЧП. Ăйăхра курнă тĕлĕк. Расск. Çасран вăл юри çывăрмасăр тӳссе пурăннă. Сунчел. Эпĕ ăна (его) халĕ тĕлĕкри пек анчах аçтăватăп. Изамб. Т. Тĕлĕк каласа пар, рассказывать сон. || Ой-к. Вăл тĕлĕкре чухне акă мĕн курнă. || Орау. Тĕлĕк кайса патăм та-ха, ыран тата, кайса пăхсан, мĕн калĕ. Сред. Юм. Тĕлĕк патăм. Кирек мĕн пысăк ĕç тума тытăнас оммĕн йот çын пуç айне хăй япалине кайса хоратчĕ, вара çав пуçелĕк çинче çывăрнă çын корнă тĕлĕк пуçайне япала пырса хонă çыннăн полать, тетчĕ. || N. Ман ятпатĕлĕк асăнса пăхăр-ха. (Из письма). N. Çак тĕлĕке уйласа ярăр çыру. || Сред. Юм. Тем тĕлĕк хыптарнă, хам тин пасартан тавăрнтăм, чашăк илме астуман та (память отшибло). N. Тем тĕлĕк хыптарнă. (Говорят, когда забыл). || N. Эп кона тĕлĕке те илмен. И не думал, и не предполагал. Чума. Докторсем пирваях вăл чума икенне тĕлĕке те илмен. || Призрак навязчивый. N. Каç выртсан та, тĕлĕке кĕретĕн. N. Тĕлĕк комат тĕслĕ. || Несметливый, ротозей. КС. Сред. Юм. Эй тĕлĕк, эс те тĕлĕкпе çиç çӳрен çав. Так называют того, кто сделал что-нибудь не так, как следует. Орау. Е-е тĕлĕк, хăй аллинчи алсине шыраса çӳрет.

чаплушка

то же, что чаплашка. Изванк. Кукша майра сĕтел тĕлне тăчĕ те, алăк патнелле пăхса ик аллипе пĕр пашалу, пĕр юсман, виç йĕкĕр уçă хунă тиркĕпе виç-тăват кашăк пăтă хунă чаплушка çĕклерĕ те, ак çапла калама тытăнчĕ. Чертаг., Якейк. Чаплушка (круглая чашка из дерева, глины).

чашăк

чашка, блюдо. Орау. Чашăксам темле саралса карĕç-ха. Ib. Чей чашăккисем темле саралса карĕç (чашки все пожелтели). Аттик. Йăвăç чашăк.

чашăк-тирĕк

посуда. Орау. Чашăк-тирĕк сарăхса карĕ пĕтĕмпе.

чӳклеме

назв. обряда. Хурамал. Хăнасем килсен, тепĕр кун пурте чуклеме чуклетчĕç. N. Мункун хушшинче чӳклеме ĕçетчĕç. Ходар. Чӳклеме ятлă авалхи йăла çинчен пĕр алçырăвĕнче çапла çырнă: „Пирĕн патра чăвашсем хăйсен авалхи йăлипе чӳклеме туса ĕçсе çиеççĕ. Чӳклемене çĕнĕ тырă салачĕпе тунă сăрапа, çĕнĕ тырă çăккăрипе, çĕнĕ тырă кĕрпипе чӳклеççĕ. Чӳклеме тумасан тырă-пулă перекечĕ пулмасть, теççĕ. Ăна çулне пĕре анчах тăваççĕ. Чӳклемене тĕрлĕ вăхăтра тăваççĕ. Хăшĕ е тăр хĕлле тăваççĕ, хăшĕ çăварнире туса иртереç, алă çитнисем авăнсем пĕтерсен кĕркуннех туса иртерсе яраççĕ... Çапла кашни харпăр хăй хурăнташне чĕнсе пухаççĕ. Çынсем пухăначчен килте тануш пăтă пĕçерсе хатĕрлеççĕ. Ăна çынсем пухăнса çитсенех чӳклемеççĕ-ха, пирвай пĕр-ик-виçĕ чĕрес сăра ĕçсе лараççĕ. Çапла виç чĕрес ĕçсессĕн, çĕнĕ пичкерен пуçласа сăра ăсса сĕтел çине кăларса лартаççĕ. Тирки çине йĕри-тавра хĕррипе, çемьере миçе çын, çавăн чухлĕ кашăк тăрăнтарса хурса тухаççĕ, пăтти варне пĕр уçламçу çу хураççĕ; унтан тиркĕ çине хай çĕнĕ тырă çăнăхĕнчен тунă çăкăра хураççĕ. Вара паллăрах çынсене пĕрер курка сăра тултарса тыттараç, пĕри кĕрекене кĕрсе пăтă тиркине тытать. (Пăтă тиркине ăна сĕре çынна тыттармаç, епле те пулин пуянтарах пурăнакан çынна йăттараççĕ. Юрлă çын тытсан, тырă-пулă пулми пулать, теççĕ). Вара алăк патнелле кар пăхса тăраççĕ те, ак çапла чӳклеççĕ (курка тытманнисем, пуçĕсене çĕрелле чиксе, çĕлĕкĕсене сулахай хул айне хĕстерсе тăраççĕ): „Çырлах! Çӳлти мăн турă, мăн турă амăшĕ, пулĕхçи, пӳлĕхçи амăшĕ, сана çам çатса çам илетпĕр. Хуçа калать: авалхи йăлапа, çĕнĕ тырă сĕчĕпе, çĕнĕ тырă çăккăрипе, тырă-пулă пылĕпе, чипер тырра-пӳлла алла илнĕ йĕркепе сана, турă, ачи-пăчипе, ывăлĕ-хĕрĕпе, пĕтĕм килĕшпе пуççапас, тет, çырлах! Çак сăрана пылакне, тутине, перекетне-ырлăхне пар. Çичлĕ тырра-пулла çичĕ кĕлет тултарма пар, тет; перекетне ырлăхне пар, ана çине аксан, ана перекетне пар, вырса çĕмел тусан, çĕмел перекетне пар... Унтан пурте пĕрле харăс: çырлах! Амĕн çырлах, çырлах, çырлах, теççĕ те, пăтă тирки йăтни: килĕрех эппин, тет те, пурте çавăрăнса сак çине лараççĕ... Чӳклесе пĕтерсен, хуçипе арăмĕ сĕтел патне пыраççĕ те, пăтă чӳкленĕ чух тытса тăнă куркисене чĕрес çине тытса хĕвеле майлă виççĕ çавăрать те: перекетне ырлăхне пар, тесе сăрине чăлт чĕрес çине ярать. Юлашкине пĕр-пĕрне тав туса ĕçсе яраççĕ. Курка тытнисем ыттисем те хуçисем хыççăн çавăн пекех туса чĕрес çине яраççĕ те, хуçипе арăмне тав туса ĕçеççĕ. Çапла алăра тытса тăнă куркана кил хуçипе арăмне тав туса ĕçсе пĕтерсен, пăтă çиме лараççĕ. Пăттине ăна чӳкленĕ çăккăрпа çиеççĕ. Çăккăрине пăтă тирки тытнă çын касса парса тăрать. Чăн пирвай ватă çынсем çиеççĕ. Хуçа арăмĕ пăттине хурах тăрать, çăвĕ пĕтсен çуне ярса парат. Арçынсем çисен, хĕрарăмсем çиеççĕ, унтан пĕчĕк ачасем пырсан, вăлсене лартса çитереççĕ. Пурте çисе тăрансан турă амăшĕ курки тăваççĕ“. НАК. Кĕркунне, çĕнĕ тырă-пулă çие пуçласассăн, чăвашсем пурте харпăр хăй килĕнче сăра туса çĕнĕ тырă пăттипе турра кĕл тунă. Çапла харпăр хăй килĕнче сăра туса çĕнĕ тырă пăтти пĕçерсе турра кĕл тунине чӳклеме туни, тенĕ.

хĕрĕплеттер

уплетывать, есть (о голодном). Шорк. Вĕри яшкана кашăк хыççăн кашăк хĕрĕплеттерет.

хĕрт-сурт

хĕрт-сорт, назв. духа. Моркар. Праздник в честь „Хĕрт-сорт“. У язычников чуваш между другими божествами было божество, наблюдаюшее за домом, которое чуваши называлн „хĕрт-сорт“, что соответствовало русскому „домовой“. „Хĕрт-сорт“, по верованию чуваш, жил в избе на печи. В честь „хĕрт-сорт“ в году раз чуваши делали праздник, о котором я здесь и хочу рассказать. Этот празник делали в ноябре или позже, смотря по удобству. Сваривши полный котел полбенной каши, накладывали часть каши в деревянное блюдо и, сделав ложкой в середине блюда с кашей лунку, клали туда скоромного масла. Потом, обернув блюдо кругом белым чистым полотенцем, ставили на стул перед столом. После этого бралн лепешку, нарочно испеченную для этого случая, одна половина которой была разрисована ложкой, другая гладкая, и, отломив разрисованную половину, клали на стул около блюда с кашей, а другую половину ва стол для еды. Сделав это, накладывали из котла половину оставшейся каши в блюдо и ставили на стол. Потом все вставали на ноги и стояли лицом к растворенной двери. Старик, хозяин дома, брал шапку под мышку и с хлебом в руках, говорил: „Хĕрт-сорт, молимся тебе и приносим пищу, прими ты нашу молитву с благоволением. Храни нас в весь дом ваш от всякого зла, мы молимся тебе, помилуй нас“. После этой молигвы все садились за стол обедать. После обеда блюдо со стула с лепешкой ставили на печь и вокруг блюда ставили ложки, упирая на край блюда. Все это до следующего утра оставалось на печи, а утром кашу согревали и ели с лепешкой. Кроме этого „хĕрт-сорту“ всегда кидали на печь по три маленьких кусочка от каждой приносимой в дом гостинца, только после такого обряда ели гостинцы. При несоблюдении этих обрядов и почттаний „хĕрт-сорт“ сердился на жителей дома и пугал их по ночам. М. Сунч. Чăвашсем: хĕр-суртсăр кил пулмаст, теççĕ. Хĕрт-сурт пулмасан телей те пулмаст, тет. Хĕрт-сурт вăрçа тавраша юратмаст, тет. Хĕрт-сурта пилĕк çулта пĕрре чӳклеççĕ: вара вăл çынна çав каç анчах курăнат, тет. Хĕрт-сурта çур-çĕр тĕлĕнче пăтă пĕçерсе çапла каласа чӳклеççĕ: „Е пĕсмĕлле хĕрт-сурт сана асăвса чӳклетпĕр; кил-йыша çăмăллăхне пар, çукне пур ту. Килтен çиленсе пăрахса ан кай, мĕн панине ил, чӳк, çырлах, амин“. Çапла чӳклесе пĕтерсен, кăмака çине хĕрт-сурт валли кашăкпа пăта ăсса ывăтаççĕ те, вара хăйсем çиеççĕ. Вара çав каç хĕрт-сурт кăмака çинче кĕнчеле арласа ларат, тет. Вăл хăй шур тумтирлĕ, вăрăм çӳçлĕ, тимĕр шăллă, тет. Ир енелле хĕрт-сурт арланине, кĕнчелине хăех илсе каят, тет те, ăçта та пулсан пытарса, вурса, каллех кăмака çине килсе ларат, тет. Ĕçке-çике кайса ӳсрĕлсе килсен, çапла калаççĕ вара: „Тавсе, хĕрт-сурт, ĕçсе ӳсрĕлсе килтĕм, ан çиленех“, теççĕ. Ют ялтан кучченеç парса ярсан, чăн малтан хĕрт-сурт валли кăмака çине хурса ывăтаççĕ. Хĕрт-сурта авал пит хисеплесе пурăннă. Собр. Кирек кам килĕшĕнче те хĕрт-сурт пур, теççĕ. Хĕрт-сурт кăмака хыçĕнче пулсан, килте пурăнас килет, теççĕ; çавăнпа кучченеç илсе килсен, ăна малтан парахса параççĕ. Хĕрт-сурт уйра пулсан, уйра пурăнас килет, теççĕ; çавăнпа тыр вырса тавăрăннă чух, пĕр çурлине тыр кутнех пăрахса хăвараççĕ, унпа хĕрт-сурт вырат, теççĕ. N. Хĕрт-сурт ĕмĕрех кăмака умĕнче пурăнат, тет. Кăçта хĕрт-сурт пур, вăл килте питĕ лайăх, тет. Пурнăç та малалла каят, тет. Килĕшчиккинче вăрçă таврашĕ тухмаст, тет. Пăртак макар-мăкăр тусанах, тарат, тет. Çав хĕрт-сурт писсессĕн вара пурнăç пĕре те малалла каймаст, тет. Хĕрт-сурт ан сивĕнтĕр тесен, кашни ютран кученеç килмессайран пӳртĕн тăват кĕтессине кученеç татса пăрахмалла, тет, тата пăтă пĕçерсе йĕри-тавра кашăк хурса кăмака çине лартмалла, тет, вара хĕрт-сурт иленет, тет. Хĕрт-сурт вăл хăш-пĕр килте кăмака умĕнче ватă карчăк пулса кĕнчеле авăрласа ларат, тет. Çавăн чухне анчах кураççĕ, тет, ăна. N. Ĕне картинче хĕрт-сорт пурăнать, теççĕ. Кăмака çинче хĕрт-сорт амăшĕ пурнать, теççĕ. N. Сурхури çите пуçласассăн, пăтă пĕçĕрсе чăкăтпа картара хĕрт-сорта чӳклеççĕ. Хĕрт-сорта чӳклесессĕн выльăх хунаса каять, теççĕ. N. Хĕрт-сурт арласан кайран алă ĕçĕ ӳсĕнет, теççĕ. N. Кăнчала арланă вăхăтра, как çăвăрма выртнă чух, кăнчалаççия пĕрене çумнелле сĕвентерсе тăратсассăа, хĕрт-сурт арлать, теççĕ. Бгтр. Пĕр хĕр каçпа тола тохнă, тет. Тохна чох, кăмака çинче темскер шорăскер порччĕ, тет, кĕнĕ чох тимĕр йĕкепе пăтьăр! пăтьăрI тутарса кăнчала арласа ларать, тет. Ку хĕр часрах вырăн çине хăпарчĕ, тет те, пĕркенсе выртасшăнччĕ, тет. Çавăн чохне. Хĕрт-сорт йĕкипе вăрăн! тутарчĕ, тет. Йĕки хĕре сорамĕнех (= çурăмнех) тиврĕ, тет те, хĕр макарсах ячĕ, тет. ДФФ. Пирĕн анне ĕçкерен тавăрăнсан, пӳрте кĕрсенех: „Хĕрт сурт, тавăссе, ачам-пăчам, тавăссе!“ тесе чĕнетчĕ. ЧС. Хĕрт-сурт писнĕ, тет, çавна кӳртетпĕр. См. сĕрен. Янтик. Килте-çуртра хĕрт-сурт çук. (Так говорят, когда нет порядка в доме). N. Хĕрт-сурт вăл почти кашни çуртра пулат, теççĕ. Хĕрт-сурт пăттине чӳк илсе килмен çынна çиме юрамаст, теççĕ. Хĕрт-сурт вăл хĕр-арăм, теççĕ, вăл шап-шарă кĕпепе, сурпанпа кăнчала арлат, теççĕ. Хĕрт-сурт кăнчала арлани курăнсан, çурт малалла каят, теççĕ. Ала 66°. Унтан вара картишне тухаççĕ. Картишĕнче туй халăхĕсем çапла юрлаççĕ: „И тав яшкăра çăкăра, и тав ĕçкĕре-çикĕре, эпир те ĕçнĕ-çинĕ вырăнне сĕт кӳлĕ пулса юлтăр-и, эпир те пуснă вырăна хĕрт-сурт та пусса юлтăр-и. С. Алг. Çĕнĕ пӳрт тусан, çын вилсен, çемье чаксан е ӳссен каланă: „Ей турă, лайăх ыр хĕрт-суртăмпала пурăнмалла пултăр, çырлах, амин“. КАЯ. Эй, хĕрт-сурт ашшĕ амăшĕ, сире хĕрт-сурт урлă кĕл тăватпăр. Кăмака çинчи хĕрт-сурт çак ачана чĕртсе çӳремелле тусам. (Из моленья). Б. Олг. Авал той тунă, он чуне каланă: хĕрт-сорт, эс те çырлах, тенĕ. N. Урăх пăта кирлĕ мар ăна, вир пăтти анчах. Пăтă пĕçерсе антарсан, ăна кăмака умĕнче чӳклеççĕ, ак çапла чӳклеççĕ: е, пĕсмĕлле тăватăп, пуççапатăп, çырлах, ырă хĕртĕм суртăм, вырăнлă пул, киле чипер пăхса сыхласа усра, вырăнтан куçса ан çӳре, вырăнла пул, çырлах, сыхла, усра, тесе... Вăл хĕрт-сурт паттине никама та ютсене çитермеççĕ. Вăл хĕрт суртран та пит хăраççĕ. Бугульм. Эпир ларнă вырăна хĕрт-сурт ларса юлтăр-и; эпир пуснă вырăна тивлет пусса юлтăр и... (Благодарственная песня за угощенье). Изван. Çак кинĕн хĕрт-сурчĕ çак киле-çурта килсе вырăн йышăнтăр. (Моленье в „Çĕн çын яшки“). Н. Седяк. Хĕрт-сурт- — вăл çуртри суя турă, покровитель всего дома. Чӳк тунă чух ăна асăнса кăмака çамкине çурта çутаççĕ. Унтан ĕçеççĕ. Хăнаран таврăнсан: „Тавăсе, хĕрт-сурт“, теççĕ. Чуратч. Ц. Пӳртре хĕрт-сурт пурăнать. Пӳрт ашчиккине лайăх усратăр тесе, чăвашсем ăна пăтă чӳклеççĕ. Вĕсем хĕрт-сурта, кăнтарла çынсенчен хăраса пăтă çиме пымасть, теççĕ. Çавăнпа, каç пулсан, пĕр чашăк çине антарса сĕтел çине лартса, унта ярчченех хăвараççĕ. Вара хĕрт-сурт çĕрле пăтă çисе каять, тет. Разум. Хĕрт-сорт — камака хуçи. Кучченеçпе килсен первайхи турамне параççĕ уна. Тав тăваççĕ. Кашнă çын кучченеçпе килсен, ăна первайхи татăкне параççĕ; ун чухне çапла калаççĕ: „Кучченеç килех тăтăр, эпир çиех тăрар“. Çулă пăтă туса, уна кăмака çине параççĕ. Сред. Юм. Хĕрт-сорт тарнă. (Говорят, если в доме нет порядка: не убрано, не поправлено, не чисто и вообше во всем видна оплошность). Ib. Витере танă лаша çилхи моталанса пĕтсен: хĕрт-сорт çивĕтленĕ, теççĕ. Янтик. Ман килте хĕрт-сурт лайăх пурнать пулмалла, выльăхсем пурте тĕрĕс, аван пурнаççĕ. НТЧ. Юсманепе пашалуне вунă-вунпилĕк кашăк хураççĕ, вара хăйсем çывăрма выртаççĕ. Вĕсем хĕрт-сурт хăй йышĕпе çĕрле тăрса çиет, теççĕ. Вăл çĕр вĕсем нăмай лармаççĕ. N. Вара хĕр амăшĕ кучченеçе тата кашни кĕтесе пăрахать: „Хĕрт-сурта, илемне кӳртсе тăракан турра!“ тет. N. Татах салам парат (молодушка) хĕрт-сурта, хăрах урипе чĕркуççипе лара-лара виç хутчен. См. Магн. М. 95, 96, 167.

хĕрт-сорт пăтти

назв. моленья с жертвоприношением. Магн. М. 49. Ст. Шаймурз. Хĕрт-сурт пăтти те (жертву) параттăмăр. КАХ. Кашни çул хĕлле пирĕн хĕрт-сурт пăтти, чӳклеççĕ. Хĕрт-сурта ал ĕçне тума пулăшат, теççĕ. Тата кил-йышне пăхса усрат, теççĕ. С. Тим. Амин, хĕрт-сурт ячĕпе çичĕ тĕслĕ тырă-пулăшăн хĕрт-сурт пăтти çемье хĕрт-чĕпеле (так!) чӳклетпĕр. Турăран ырлăх çиттĕр; этемрен сиплĕх çиттĕр. (Начало моленья „хĕрт-сурту“). НТЧ. Хĕрт-сурт пăттине яланах çĕнĕ тырă-пулăпа чӳкленĕ хыççĕн (= хыççăн) чӳклеççĕ. Ăна чӳклеме виçĕ çатма йăва, тăхăр юсман, пилĕк пашалу тата пĕр хуран пăтă пĕçереççĕ. Çапла калаççĕ: „Эй, хĕрт-сурт, ман йышăма ырлăхне-сывлăхне пар, шăкăлтатса пурăнмалăхне пар, ĕрчемелĕхне пар, тĕпеле кин пар, ялăк патне кĕрӳ пар, ача-пăчаллă, ывăллă-хĕрлĕ ту... пӳрт никĕсне питĕ ту, чӳк, çырлах“... Вара чӳкленĕ пăттипе йăвине, пашалуне пур йышĕпе ларса çиеççĕ. Хурантине чӳклемен пăттине, йăвине, пашалуне ăрасна чашăк çине антарса лартаççĕ. Каç пулсан кăмака умне пĕчĕк сĕтел улăхтарса лартаççĕ, ун çине пăттине...

шак

подр. стуку. А.-п. й. 89. Пĕрене виçнĕ пек пулса, пуртипеле шак! шаккать. Орау. Хура туйипе хăй уммĕнчи шалчана шак шаккать. Юç. такăнт. З9. Кĕркури пуçĕпе урайне шак! тутарать (ударяется). Сред. Юм. Чолпа чола çапсан, шак тăвать. С. Айб. Атте мана пуçран шĕшлĕпе шак тутарчĕ (стукнул). А.-п. й. З8. Туратран турата ларса, шĕвĕр сăмсипеле шак! тутарать — тепĕр турат ӳкерет, шак! тутарать те — теприне касса ярать. НАК. Ачасем çиме килĕр, çиме килĕр! тесе кашăкĕпе чашки хĕррине шак-шак тутарать. А.-п. й. 42. Ула-такка тилле хапха çумне лартрĕ, хăй, хапха тăррине ларса, шаккама тытăнчĕ. Шак-шак! тутарать, шак-шак! тутарать. N. Шак-шак шаккать. СТИК. Шăннă çын шăлне шаккат (или: шак, шак, шак тутарат). Кан. Сӳнме пуçланă чĕлĕмĕпе урапа кăшăлне шак-шак-шак! шаккаса илчĕ. Выçăхакансем 27. Сысна ашне туртар-ха,— терĕ хĕрарăм, кашăкпа чашăк хĕрринчен шак шакканине илтех кайрам. Янгильд. Тукмак çавăрнчĕ те, шăла шак-шак-шак шаккаса кăтартрĕ. Буин. Хура вăрман хыçĕнче шак-шак вутă касаççĕ, çакă ялăн хĕрĕсем пĕремĕк çисе ӳсеççĕ. Актай. Автан çине пĕр йĕкел шак ӳкрĕ, тет. Бес. чув. 15. Çав вăхăтра пĕр çын ăрам енчен чӳречене шак шаккарĕ те: Микулай тете, пухăва! тесе кăшкăрса ячĕ. Синерь. Шак-шак шакăлти мине шак-шак, туп-туп тупарти (тупарти?) мине туп-туп. (Сăра юхни). Коракыш. Шак-шак юман, шак юман, шак юманта шак турат, шак туратра шак йĕкел. (Куршанкă). Янбулат. Шак, шак моклашка дерев опух тепер пошолă мăкăльт тора (торог?). (Загадка. Çона çолăнни). || Подр. оцепенению, отвердению. Баран. 58. Хăранипе шак хытса кайнă (они). N. Тĕлĕнсе шак хытса кайнă (изумился). О земл. Ун пек çĕр çумăр хыççăн шак хытса ларать. Баран. 131. Типсе çитсен тăм шак хытса чул пек пулать. Ib. 128. Вĕçĕ (языка) шăллă-шăллă шак хытă. || Совсем, совершенно. Тюрл. Шак типсе карĕ. Кан. Каçхине çывăрма выртаççĕ те, ирхине шак тусан пулса тăраççĕ (на утро встают, после сна, все в пыли). || Исключительно. Собр. Хĕветле салам янă, тет, янă тет, шак шерепе янă, тет, янă, тет; çемен салам янă, тет, янă, тет, шак канфет янă, тет, янă, тет. || Сплошь. Букв. Ани пулчĕ çула тăрăх, шак та тулă акрăмăр. ЧП. Шак та тулă авăрать. Байгул. Сăрт хĕрĕнче тумкати шак та сарă тулă явăнайрать. Сред. Юм. Шак сиккипе кайрĕ ô, корăнми пôличчен çапах. Пока из виду не пропал, он все вскачь несся (на лошади). N. Утмăл та çухрăм сĕм вăрман, шак уттипе тухрамăр. Тюрл. Çак Тĕрлемес вăрманĕнчен тухнă чух, шак чуптарса килтĕмĕр, утмăл çухрăм вăрманне шак уттарса килтĕмĕр, çитмĕл çухрăм вăрманне шак сиктерсе килтĕмĕр. (Хĕр йĕрри). || Всегда, постоянно. Сред. Юм. Шак та çапла хытланать. Всегда так делает. СПВВ. Шак та çапла. Все так, всегда так. Тюрл. Шак волтса итать (= ыйтать). Постоянно хочет узнать тихонько. || Встреч. в заумных песнях. Кĕвĕсем. Шак та çук, шак та çук, шак та çук та пире çук. Байгул. Шак, шак, шак каюк, шак каюк та пире йӳк. Ib. Шак-шак кайăк, шак кайăкран пире йӳк, чалма-чалма чалтирек, калик (калих?) салам пĕр салам. Юрк. Шак-шак, шак кайăк, шак кайăкне пире пар. Ала 104°. Шак-шак, шакка-иикки, Чорикасси Макаркки, вортты-вортты — ворворихха — Тяма-лохха — Ляплахха.

шакăртат

стучать, шуметь. Чирч-к. Хĕвел ансан ял хушшинче юрланипе урапа шакăртатни анчах илтĕнет. Кан. Шыв-шур саспах шакăртатса юхать. N. Шакăртат (о колесах вагона). N. Çуртра кашăк-тирĕк шакăртатмасăр тăмасть, тенĕ ваттисем. N. Унăн ураписем шакăртатса сиксе пымаççĕ. N. Шакăртатса халанра хăйсен чунне саваççĕ, малаллахи пурнăçра ыр курасса шанаççĕ. Орау. Ăсла манран шакăртатсах юхса юлчĕ. Альш. Ку салтаксем лашасăр-мĕнсĕр ахаль шакăртатса тавранаççĕ, тет. || Засохнуть. Трахома. Куç хăрпăххи хытса шакăртатса кайнă, пылчăк анчах. N. Шакăртатса типсе кайнă (напр. картофель). || В переносном мысле. НИП. Шакăртатса ларать вара анисем çинче майра-пуç.

шакăртаттар

понуд. ф, от шакăртат; производить стук, стучать. Выçăхакансем 26. Вĕсем кашăксемпе епле шакăртаттарни хăлхана йĕкĕлтет. Ib. 11. Таканлă атăсемпе шакăртаттарса, пирĕн патра виçĕ салтак-милитсионер кĕчĕ. Çутт. 68. Çул çинче сасартăк урапа шакăртаттарни илтĕнчĕ. Йӳç. такăнт. 19. Куньккипе шакăртаттарса алăк патнелле утать. Орау. Алăка такăш шакăртаттарать. N. Шăтăк умĕнче ун чухне те çак çăл шакăртаттарса тăп тăррăн юхса выртатчĕ. Ib. Лаша пăхсене кил-картинче кĕреплепеле шакăртаттарса пуçтарнă пек. N. Вара эпир урапа çине лартăмăр та, киле шакăртаттарса таврăнтăмăр хĕрсĕрех. Сред. Юм. Шакăртаттараканни тесе ял хоралçисен шакăртаттарса çӳрекеннине калаççĕ. Орау. Шакăртаттарать (стучит, караульщик). БАБ. Алăкĕсене пырса шакăртаттаратчĕç, тет (стучали палками или задвижками). КÇ. Эпĕ патакпа ракатка (изгородь) патаккисене тăршшипех шакăртаттарса тухрĕм. Чебокс. Атьĕр чарапа хупласа çиелтен шакăртаттарар, терĕç (мертвого петуха). N. Качака урайне шакăртаттарчĕ (унăн пăхĕ шакăртатса ӳкет). || Орау. Кĕçĕр çанталăкки шакăртаттарса (крепко) шăнтса лартнă. || Орау. Салтак ачисене кăçал шакăртаттарчĕç анчах (перебрали всех), пирĕн ялтанах вунсакăр ача карĕ, пĕр пăсăк ача тухмарĕ — йĕркипе илсе пычĕç. || Переносно — говорить, беседовать. Орау. Пăх-халь, вырăспа чăвашла шакăртаттарса калаçса ларать. Ib. Икĕ карчăк пĕр чашăк сăра лартнă та икĕшин хушшине, шакăртаттарса калаçса лараççĕ.

шала

вовнутрь. N. Шала, шалалла, вовнутрь. Эльбарус. Вăрмана шала кĕрсе каяттăмăр. Ib. Пĕрреччен çапла çитерме кайсан вăрмана питĕ шала карăмăр. Ib. Вăрмана шала кайсассăн, патаксемпе шаклаттарса йомана порте харс çапаттăмăр. ЧС. Эпир пĕри те ишме пĕлменрен шала кайма та хăраттăмăр (боялись далеко заходить в воду), хĕрĕнче тек кăвакал пек лапăртанаттăмăр. N. Эй, Кĕркури пичче! Мĕшĕн асăнатăн çавсене эсĕ? Пит шалах каяймĕç-ха (не будут иметь успеха). Вĕсене те кам та пулин хирĕç таврĕ ахăр. N. Шаларах, еще более вовнутрь. N. Хĕрринчен пăртак шаларах ишсе кайма хушнă. Трхбл. Вăрман та хĕрри шĕшкĕлĕх, шаларах кайсассăн йĕлмелĕх. Изамб. Т. Ул пӳртрен шаларах тин вара кĕлет лартаççĕ. А.-п. й. 45. Эсĕ шаларах пытан. Йӳç. такăнт. 6. Шаларах сик, акă кашăк. N. Укçуна шаларах чиксе çӳре. СТИК. Улпут ку тупăлхана шаларах чиксе хурат (подальше запрятал). Золотн. Шала хома пар. Регули 649. Конта шала кӳртрĕ. ЧС. Ĕç пит шала кайнă, темĕн пултарайăпăр-ши... Дело очень серьезно (запутано), не знаю, сможем ли мы его устроить. Урож. год. Ĕнтĕ ĕç шала кайрĕ.

шалтăртат

стучать. Чĕлкаш 18. Вĕсене хирĕç, чул çинче шалтăртатса, пушă лавсем кĕнĕ. Сред. Юм. Пит чуптарнă чохне ôрапа шалтăртатать. Н. Карм. Çил арманĕ шалтăртатать. N. Юпи ялтăраса (вар. ялтăраса) тăрать, унки шалтăртатса (вар. шăнкăртатса) тăрать. (Такмак). Букв. 1900. Кил-çуртра кашăк-тирĕк шалтăртатмасăр пулмасть, теççĕ. || Трещать. Альш. Çунаççĕ, çунаççĕ те шалтăртатса анаççĕ куçса (горящие постройки). В. Буян. Кăмакара хăйăсем шалтăртатаççĕ. Чăв.-к. Кăмакара хăйă (лучина) шалтăртатать, вĕсен çунас вăхăчĕ çитнĕ пул. || Шелестеть (о листьях осины). Сред. Юм. Ывăс çӳлçи шалтăртатать. || Рассохнуть. N. Пичке шалтăртатса кайнă (= шалтăрканă). Сред. Юм. Ĕлĕк пит паттăр çӳресе тăрук вăй пĕтсе ватăлса кайнă çынна: шалтăртатса кайнă, теççĕ.

шыв

(шыв), вода. НР. Атăл шывне ăсмашкăн çутă витре кирлĕ мар. Чтобы зачерпнуть волжскую воду, светлого ведра не нужно. Хурамал. Шыва ярсан, кĕмĕл ирĕлмĕ. Если пустить в воду серебро, не растворится. Ib. Шанкарчă чĕппи шыв ĕçнĕ чух хура пуллăн мĕн ĕç пур. Когда молодой скворец пьет воду, какое до этого дело рыбе? Шурăм-п. Урапа çине шыв пички лартса чуптарать. О сохр. здор. 68. Шыв тĕрлĕ пулать вăл. Ib. 71. Шыва таса тăратас пулсассăн, унта тислĕк, çӳпĕ-çапă, вилĕсем такасран чарас пулать. Ib. 69. Шывран тислĕк шăрши, кӳкĕрт шăрши, çĕрнĕ шăршă кĕрет пулсан, вăл шыв аван мар пулать. Чутеево. Шыв чечеке ларнă. Орау. Шывне виçĕ хутчен те улаштарса чӳхерĕм-çке, çапах та тасалман. Альш. Шыв çинче пĕлĕт курăнат (отражение неба). ГФФ. Калтăр-кăлтăр кăвакарчăнне, кăвакарчăнне, вăл шыв çине лармасăр, лармасăр, эпĕр çона çинчен анас çок. Пока голубь-воркун не сядет на воду, мы с саней не слезем. Трхбл. Чей куркинчи шыв çине виçĕ кашăк эрек ятăм. N. Пилĕк таран шыв çине пултăмăр. N. Пура çине шыв каять. КС. Унтан аялаллине шыв илет. То, что лежит пониже его, заливается водой. Капк. Юр ирĕлнипе кӳлленчĕк пулнă. Кĕрсе кайсан калушна шыв илĕ. А.-п. й. 74. Вершник çине улăхма тăрсанах, Ваçлей такăнчĕ-ӳкрĕ те, салатне веçех шыва тăкса ячĕ. Когда он ступил на плотину, споткнулся и упал. Пуловка с солодом покатилась в воду. Ib. 74. Ваçлей нимĕн тума аптранипе пĕр патак илчĕ те шыва пăтратма пуçларĕ. Василий не знал, что ему делать. Затем взял палку и стал помешивать воду с солодом. Ib. 74. Аха, шыв сăра пекех пулчĕ иккен-ха. Ого, вода густеет, как пиво. Сред. Юм. Шывва чăм, нырни в воду. Ib. Шыв ĕçе-тăркача ман паян саççим хырăм кӳпсе кайрĕ. Орау. Ĕçес килсех ĕçетни эс вăл шыва? Сред. Юм. Шывву полин ĕç ху çав таса марскере. Орау. Шыва выç-варла ĕçсен, чĕрене çиять. ТХКА 108. Шыв ĕçсен, йысна шыв хĕрне чăркуçланса ларчĕ те, курăк татса илсе: эпĕр ĕçмен, вырăспа майра ĕçнĕ, тесе, шыва пĕр курăк пăрахрĕ. Альш. Шыв уланă — çын шыва кайса вилессе, çын чĕрене илессе. ГТТ. Шыв чакнă, шыв ӳснĕ, шыв тапраннă, теççĕ. КВИ. Пирĕн çырман шывĕ чакнă. Орау. Çул айяккисене шыв туха пуçланă. Ib. Çул аяккисенче шыв кӳленсе тăра пуçларĕ. N. Иртнĕ çул çуркунне Атăла шыв питĕ тулчĕ. Хурамал. Кăçал çурхи шыв пит шеп юхрĕ. ГФФ. Çорхи те шывпа йохса та кайнă полсассăн... Кабы я уплыл с вешней водой. Хурамал. Сиксе-сиксе шыв юхсан, çыранĕсем епле тусет-ши? Когда волнуясь течет вода, как это только выносят ее берега! Тайба-Т. Шыв çисе пынипе çĕр ишĕлсе аннă та, юпи вара шыв айне пулнă. Когда берег от размывания водой обрушился, то столб очутился под водой. Абыз. Сарай айăнь шыв юхать. Под сараем протекает вода. Ст. Чек. Шывĕ юха пырат, пăрĕ шăна пырат. (Пир тĕртни). N. Шыв пит вăйлă карĕ. N. Çуркунне шыв кайсан... Красн. Горка. Пĕчикçĕ ачасем тимĕр кĕреçемпеле шывсене (воду в разных местах) пĕвесе çӳреççĕ. N. Шыв иртсен... Альш. Этремел хушшинче çуркунне пĕтĕмпе шыв юхать. Шыв, иртсе кайсан, унта питĕ аван курăк персе тухать. N. Кайран, шывсем юхса пĕтсен, пĕтĕм уйсам, çарансем, вăрмансам симĕсленме пуçлаççĕ. Ау 389°. Шыв ӳкмесĕр çырне ан хыпала. N. Шыв йăрлатса юхать, тонкою струей. ГФФ. Шăнкăр-шăнкăр шыв йохать хомăшпа хăях хошшипе. Вода бежит и журчит меж осоки и камыша. Юрк. Анатра арман авăрат, шыв сассипе чулĕ çаврăнат. Собр. Çын вилли вăл пит шывшăн çунать (жаждет), тет. Ала 14°. Тепĕр кайăкĕ калать: эпĕ те çавă патша çинчех шывсăр типĕтсе усратăп, тет. Кн. для чт. I, 15. Шывсем типнипе çынсем шывсăр виле пуçланă. Букв. 1886. Вара шыв шыран. Юрк. Ирĕксĕр çын пуссине шывшăн çӳрес пулат. Макка 30°. Арма (= арăма) шыва кăларнă. Жену за водой послал. Артюшк. Çав шыв хĕррине пĕр хĕр шыв илме аннă. N. Мăшăрпа шыва антăм та, хăрахпа ăсса хăпартăм — çурри тесе ан калăр. Хурамал. Çинче пилĕк йилене тăхăнсассăн, кĕвентелесе шыва каяс çук. Если надевешь бешмет с тонкою талией, то не пойдешь с коромыслом за водой. Ромс. 29. Амăшĕ шыв патне тухса кайнă. Ib. Шыв панчен килсен, люшкисене йăпăр-япăр уçса пăрахнă. Кан. Икĕ хĕрарăм тĕл пулчĕç. Пĕри шыв кӳме каять, тепĕри шыв кӳрсе тавăрăнать. Н. Седяк. Кĕлетрен тухсан, çĕнĕ çынна яшка пĕçерттереççĕ, шыва яраççĕ (за водой). Ала 67. Тата çĕнĕ çыннăн упăшки хапха умне тухса тăрать шывран таврăннă çĕре. N. Шывран килтĕм. Ходил за водой. Изамб. Т. Лаша урине шыв ансан, лашана шывра тăратаççĕ. Сред. Юм. Лаша ôрине шыв аннă (опоили). Ib. Лашава шыв антарнă (опоили). Ib. Лашана шыв лектернĕ (опоили). Ау 8°. Лаша калать: çĕртен каяр-и, çӳлтен каяр-и, шывран каяс-и, тесе каларĕ, тет. Трхбл. Ку чечексене шыва лартас пулать. Ib. Чечексем шывра пĕр эрне ларса та шанман. Орау. Пирĕн сӳс-кантăр шыврах выртать-ха кăçал халчченех. Кан. Ытла та ӳсĕмсĕр ĕç вĕт вăл: кантăр пусине тат, типĕтсе çап, шыва хут. Янш.-Норв. Çын шывра ишнĕ чухне аллисемпе яра-яра ишет (перебирает). N. Вакран шыва янă. N. Утăсем, пĕтĕм тырă пулă — пурте шыв айне юлса çĕрсе пĕтнĕ. N. Кимĕ туса шыва янă (пустили в воду). Зап. ВНО. Шыва ярсан путмĕ, çĕре хурсан курăнмĕ. (çу). Ib. Шыва ярсан путмĕ, çĕре хурсан çĕрмĕ. (Кăмрăк). Т. Григорьева. Шывăн турат çук, вутăн алли çук, теççĕ. N. Шывран таса пулма çӳретĕн. Нюш-к. Шыва хирĕç çил вĕрсен, çăмăр пулать, теççĕ. С. Тим. Шур Атăлта пулă ишет-çке, çунаттине шыва хумасăр. N. Эпĕ çитнĕ çĕре теплушкана (помещение для сторожей при пожарной машине) шыв тунă: шăпăр-шапăр тăвать (течение струи) шалта çĕр урайĕнче. Орау. Тăнсам! пĕтĕм пӳрте шыва янă! Болваны! всю избу залили водой (дети). N. Нассус пырши шăтсан, шăтăкран шыв шаркаса чуптарат. Кĕпçене çĕре пăрахсассăн, шыв шарлатса чупат. Сред. Юм. Пĕчик çӳхе чôла шыв çинелле вирлĕ аялтан утса ярсан, çав чôл чалт! чалт! тутарса шыв ĕçсе каять. КС. Шывпа пĕрĕхтереççĕ (прыскание). Никитин. Хурсем каçпа ларакан вырăна тараса чакалас пулать; унта шыв час тухать. Хурсем шыв пур вырăна анчах çĕр каçма лараççĕ. || СТИК. Айлăм çĕрти купăстана шыв сапма юрамаст — шыва ларат. Купаста шыва ларсан, вăл начарланса юлат. Шыва ларнă çаранти курăк та сайраланса юлат. Магн. М. 59. Шыва лар. || Альш. Сăмаха шыв пек юхтарат. Ст. Яха-к. Çак кĕлле ăстарик шыв епле юхать (плавно), çавăн пек пĕр такăнмасăр хăвăрт каласа тухать. ТХКА 13. Пирĕн Ваçук кĕнекесене шыв пек юхтарса вулать, картинсем тума вĕренсе кайнă. N. Утни-юртни сисĕнмест, шыв пек юхать, çил пек вĕçет (урхамах). Чăв. й. пур. 10°. Çапла тусан вара лашисем шыв пек кайнă. Сред. Юм. Посса кайса пăхса çӳрерĕм те эп, ôрпасĕм шыв пик йôхса лараççĕ вит (хороший урожай). Альш. Ачанăн варвиттне кайнă, шыв пек юхтарат. || N. Ăна пĕр кашăк шывпа ĕçсе ярăн (говорят про красивую девицу). || Кан. Пĕр 10 пин тенкĕ шывпа юхрĕ. Шурăм-п. Çулла хăйă хăшĕ пĕртте çутмаççĕ: укçана шыва пăрахмастпăр, теççĕ. Ib. Вĕсем ĕмĕрне те хăйсен юлташне шыва пăрахса хăварас çук (не оставляют без помощи). Орау. Çын хăйне хăй шыва пăрахмасть (не топит сам себя). Капк. Хамăр хурăнташа шыва ярас çук вĕт, терĕм (не выдам, не предам). || Букв. 1908. Маруçăн улма çиесси килнипе çăварĕнчен шыв килнĕ. Сред. Юм. Çинине корсан, çăвартан шыв килет. || Чăв. й. пур. 5. Хăйĕн сăмсинчен тапак туртнипе сап-сарă шыв юхса çӳрет. || Буин. Шывпа пĕрлех килчĕ. Ребенок вышел из утробы матери вместе с водами. N. Малтан шыв кайрĕ (перед родами), ача типпе юлчĕ. Ача умĕ килчĕ, ачи çуралчĕ. || Сок. Шурăм-п. Карта патĕнче хурăнсем те пур. Çуркунне вĕсен шывне ĕçме юрать. || Сыворотка. Изамб. Т. || Пот. Альш. Икĕех те шурă та халь ут юртат, тилкеписем тăрăх та шыв юхат. Ала 63°. И, хир-хир урлă килтĕмĕр, çĕлен пек ута шыв турăмăр. N. Лашисем пĕтĕмпе шыва ӳкеççĕ, ачисем çапах çӳреççĕ. Мусир. Хура шатра Иваншăн хура шыва ӳкрĕмĕр (сильно вспотели). N. Тарласа шыва ӳкнĕ. || Слезы. Альш. Çакăях та тăвансем асма (= асăма) килсен, икĕ хура куçăмран шыв юхат. Собр. Куçран куçа пăхсассăн, икĕ куçран шыв килет. || Дождь. N. Шăнкăр-шăнкăр шыв çăват, чӳрече витĕр курăнать. (Хĕр йĕри). || Река. ГФФ. Кăвакал ишет шыв тăрăх. Утка плывет по реке. Хурамал. Хурĕ каланă: „Ну эпĕ çурт лартап-и? Эпĕ аслă шывра та хĕл каçăп“,— тенĕ. Ib. Аслă шыва кĕтĕм ăшăк тесе, ĕнчĕ куçлă çĕрĕ пур тесе; ĕнчĕ куçлă çĕрĕ шыв çути, эпир атте-аннен куç çути. Вошел я в большую реку, думал, что мелко, думаль что есть там перстень с жемчужным камешком. Перстень с жемчужным камешком — свет реки, и мы у отца и матери — свет очей. ЧП. Пирĕн пӳрт аяккипе мăн шыв юхат. Тораево. Ĕçтерсе ӳсĕртсе пичĕкешне хупса икĕ пуçне питĕрсе мăн шыва кайса ячĕç, тет. Янорс. Вара эпир Атăл хĕрне çитрĕмĕр, кунта эп Атăл шывне куртăм. Хурамал. Ăлăхрăмах çӳлĕ тусем çине, антăм-ĕçке Самар шывĕ çине. Поднялся я на высокие горы и спустился на реку Самарку. Альш. Самар шывĕ юхат вирелле, сар хăмăшсем тайлаççĕ шывалла. Эпир çур. çĕршыв. 24. Шăматран иртсессĕн çул Вылă шывĕ урлă каçать те, уй тӳпинелле каять. Сюгал-Яуш. Пĕр çын шывра луткăпа пулă тытса çӳрет, тет. N. Вăл шыва пĕрте шăнма памаççĕ, мĕншĕн тесен вăл кермансене килме питĕ чарса тăрать, вăл шыва пĕрмаях тупăпа персе ватса тăраççĕ. Çулла çав шыв патне çитеччен пĕрмаях çĕмĕрсе килчĕ. Баран. 119. Çăва тухсан, пысăк шывсемех ăшăкланса юлаççĕ. С. Айб. Шыв урлă каçаракан сан патна пырса шыв урлă каçарнăшăн санăн аллуна ыйтĕ. Альш. Пилĕк пĕрчĕ хăмăшпа çул килтĕм, виçĕ пĕрчĕ хăмăшпа шыв каçрăм, каçсан та урам йĕпенет, каçмасан тăванăм ӳпкелет. N. Хура шывсем юхат вирелле. || Назв. божества. N. Вăл мĕн калать хăй патне пыракансене: эсĕ çава çырмари шывпа питне çунă та, çанти шыв тытнă, тет. Бгтр. Кĕрĕк ăçта çул çинче шыв ĕçсессĕн, çав шыв ан тыттăр, тесе: эпĕ ĕçмен, пĕр вырăспа пĕр майра ĕçнĕ, тесе, шыв çине кирек мĕн сапса хăварнă. N. Тата шыва çав хурантанах чӳклеççĕ. С. Алг. Шыва мимĕр (толокно).

шутсăр

шотсăр, без счета, бесчисленный, неясчислимый, несчетный. Сĕт-к. Пĕр вакра шотсăр çерçи сикет. (Хоранта шыв вĕрени). || В качестве усилительного слова: очень, необычайно, необыкновенно. Ала 84. Вăрманпа пырсан-пырсан ларать, тет, пĕр çурт, ним шутсăр аван, тет. А.-п. й. 29. Карчăкпа старик хăйсен такисене питĕ юратнă, шутсăр ачаш пăхса усранă. N. Кашăк илес терĕм те, кашăкки ытла шутсăр хаклă. Капк. Шутсăр паха пар вĕсем. N. Шутсăр чее старик иккен эсĕ, Рахмав Иванович! N. Аннесем шутсăр хăратчĕçĕ. N. Манăн унăн чухне шыв шутсăр ĕçес килетчĕ. Кан. Питĕ шутсăр вăйлă çумăр çунă. N. Хам шотсăр колянап, çӳç йохса тохрĕ. Пшкрт. Шотсăр солят. || Безвестный. Стерлит. Пирĕн пек шутсăр хĕрсене çын йӳпсĕнмест, куç ӳкмест. || N. Ку ачи шутсăрах. Вăл супса иртсе кайман. Лашине тăратрăм, тет те, выртакан лаша патне пытăм, тет.

натр

натр. Календ. 1910. Тата 2О чăх пуçне икĕ кашăк углекислый натр парсан аван.

пумилкке

пумилке (пумил'ккэ), поминки. ЧС. Собр. Пĕр-пĕр çын вилсен, унăн пумилкине е пĕр эрнерен, е уйăхран туса иртереççĕ. Пумилкине тунă чухне пĕр тиха, тата урăх япаласем пысаççĕ, ашне хума ĕстел-пукан илеççĕ те, виçшер лашапа, шăпăрпа, пĕр вар пуçне кайса, ашне хуранпа пĕçерсе çияççĕ, тата хăйсемпе пĕрле вилнĕ çынĕ те пукан çине ларса çиет, теççĕ, Ала 73°. Песни на поминках по умершем (пумилкке юрри). После смерти взрослого человека или старика в положенный родственннками умершего день чуваши справляют поминки по нем. День для поминок выбирают чаще осенью, после уборки хлебов. Гости сначала едят и пьют в избе, а потом выходят на улицу, где против дома умершего ставится чурбан. К чурбану с одной стороны прикрепляется свеча. По выходе гостей из избы свеча на чурбане зажигается, разводится костер около чурбана. Скрипач играет на скрипке, один или двое из гостей пляшут на разгоревшемся костре до тех пор, пока не потухнет костер, а остальные гости в это время кружатся вокруг чурбана и поют следующие песни. 1. Çурăм пуçĕ килет шуралса, шурă пир карсан та чарас çук; хĕвел тухĕç килет хĕрелсе, хĕрлĕ хăмаç карсан та чарас çук; пирĕн иртсе пыракан ĕмĕрĕмĕр, шурă чаршавă карсан та чарас çук; телейрен иртекен çутă тĕнче пиртен те юлĕ-çке çак тĕнче. 2. Асаттеçĕм, асатте (если молодой умерший, то вместо слова «асаттеçĕм, асатте» поют «тăванăм» или имя умершего), çурăмпуç килет шуралса, санăн сăну çук-ĕçке; чĕкеç килĕ — чивĕлтетĕ, санăн чĕлхӳ çук-ĕçке; ир тăрсан та, каç выртсан та, сан вырăну пушă-ĕçке; эпир сана асăнатпăр, эсĕ пире ан асăн. Ст. Чек. 'Пумилкке. Пăру, сурăх пусаççĕ, сăра тăваççĕ, çимĕç тăваççĕ, эрех илеççĕ, çĕр чĕртеççĕ (= çĕр-хута лараççĕ). Малтан пуçтарăнсан кĕпер патне тухаççĕ: унта чăхă пусса исе тухаççĕ, çиеççĕ асăнса, хывса масар çине каяççĕ, кĕпер хываççĕ, вилнĕ çынна каçса çӳреме Сĕтел-тенкел лартса хăвараççĕ унта, асăнса çиеççĕ. Масар çине кайсан, вут чĕртеççĕ. Хĕрес çумне юпа лартаççĕ, юпи çине çурта çутса лартаççĕ. Хăпарту, чăкăт хураççĕ. Ăрама çуртисене — мĕнĕсене исе тухаççĕ, ĕçеççĕ-çиеççĕ, вут хураççĕ, таптаççĕ, ташлаççе. Çав эрнерех эрнекун хутăштараççĕ — ĕлĕк вилнисемпе пĕрле асăнса çиеççĕ: пĕр çĕре хутăштаратпăр, пĕрле çӳрĕр, тесе. Çын вилсен, ăратнене, качча кайнă хĕрĕсене чĕнеççĕ. Арçын вилсессĕн, арçын: çывăхраххи, тетĕшĕ е ывăлĕ, çăват; хĕрарăма хĕрарăм çăват: хĕрарăма та, арçынна та шур кĕпе, шур йĕм, ун çине сăкман тăхăнтараççĕ. Урине: атти пулсан, аттине, кĕçатти пулсан, кĕçаттине, тăхăнтарса вырттараççĕ; арçын пусан, çĕлĕкне хураççĕ; арçынна шăшлĕ, тура хураççĕ. Тăприне хăне, çывăхраххи, çĕр пуçлакан малтан ярат пĕр кĕреçе. Çӳппи-çаппине, тупăк тунă чухнехи турпасĕсене масар çине кайса тăкаççĕ. Пытарса килсессĕн, пĕр читвĕрт эрех ĕçеççĕ. Виç кунĕнче така е сурăх пусаççĕ. Умĕнче пултăр! тесе çурта çутса çиеççĕ ăратнепе. Юппиччен [т. е. до общих поминок, которые бывают в «Юпа уйăхĕ»] эрне каçсерен çурта çутса асăнаççĕ, хываççĕ пумилкке тăваччен. Кĕркунпе, кĕрхи-сăрара пумилкке тăваççĕ, ăратнисене, хурăнташĕсене, ютрисене чĕнсе пумилкке тăваççĕ. Пумилккене шăматкун каç пуçлаççĕ. Ăратнесем, ютсем пĕçерсе пыраççĕ çимĕç: пашалу, çăмарта, кулачă илсе; çывăхраххисем — ялтисем тет ютрисем те — килсерен чăхă е автан пусса палăштух эрех исе пыраççĕ. Пурте пуçтарăнсан, аслă кĕпер патне, çăл патне каяççĕ пĕчĕк сĕтелпе тенкел лартса: умăнта пултăр, тесе хывса хăвараççĕ. Хĕвел ансан, е тĕттĕм пулсан, масар çине каяççĕ хывма. Унта килтен çимĕçсем: автан, çăмарта, хăпарту, эрек, сăра, пыл — камăн пур, исе каяççĕ. Малтан çиеççĕ асăнса, унтан хываççĕ. Савăтсене çавăнтах çĕмĕрсе хăвараççĕ. Масар çинчен килсен, ĕçеççĕ-çиеççĕ, купăспа ташлаççĕ, юрлаççĕ. Çурçĕр тĕлĕнче тата лартса çитереççĕ: çиекенĕ çиет, ĕçекенĕ ĕçет, хуçа ĕçтерет, юрлакан юрлат, ĕçекен ĕçет, çывăракан çывăрат. Килекенепĕрне аçа куркинчен (особый ковш на поминках) ĕçтереççĕ те, леш: умĕнче пултăр, тесе, пĕр пус-и, икĕ пус-и курки çине ярат та, ĕçет. Çав укçасене пуçтарса эрек илеççĕ. Çутăлсан çав эрекпе, сăрапа ăрама тухса, купăспа ташласа, юрласа ĕçеççĕ. Кайран, ĕçсе пĕтерсен, аçа куркине: умăнта пултăр, тесе, тапса çĕмереççĕ. Унтан вара ăратнене каяççĕ. Кам исе кĕрекенĕ патне пурин патне те кĕреççĕ. Унта та купăспа юрласа, ташласа ĕçсе-çисе çӳреççĕ. Пумилкке тусан пĕр эрнерен ăратнесене чĕнсе хутăштараççĕ. Çурта çутса асăнса: пĕр çĕре хутăштаратпăр, уйрăм-суйрăм ан çӳре, тесе асăнса ĕçсе çиеççĕ. Н. Седяк. 'Аслă пумилкке. Кăнтăрла иртсен çын чĕнеççĕ те, вилнĕ çынна асăнса выльăх пусаççĕ. Çак выльăха пуснă чух кăшт шăпăр калаççĕ. Тепĕр çамрăкрах ачана выльăх пуссан кайран лаша утлантарса хурăнташсене чĕнме яраççĕ. Лаши мăйне шăнкрав çакаççĕ, ачи çурăмне тутăр çакаççĕ, умне мăй-çикки çакаççĕ (тенкĕрен тунă). Ялти хурăнташсене чĕнсен, масар патнелле кайса çапла калать: (ятне) выльăхна илме пыр, тет. Пур хурăнташсем эрех, пыл, хăшĕ сăра илсе пыраççĕ, унтан вара хываççĕ те, кăларса тăкаççĕ. Пумилккере шăпăр, кĕсле, купăс каласа ташлаççĕ. Çĕрле пулсан, лашапа нумайăн масар çине каяççĕ. Çынсем каяччен, хайхи чĕнме кайнă ачана пĕр пиçнĕ чăхă ашĕ парса яраççĕ; çак ача пуринчен малтан кайса ашне вилнине асăнса çиет пĕчченех, вара лешсем те лашапа пырса çитеççĕ. Унта хываççĕ, ĕçеççĕ, ташлаççĕ. Çапла ташласа иртерсен, пурте киле таврăнаççĕ те, çĕрĕпе ĕçеççĕ, ташлаççĕ, юрлаççĕ, хăшĕ (конечно) макраççĕ. Ирхине пулсан, шурăмпуçпе хапха тул енне, урама тухса иртерсе яраççĕ. Урамра киле лартаççĕ, ун çине вилнĕ çынна хывнă чашăка лартаççĕ. Хайхи, чĕнме кайнă ача, виçĕ хут ташласа çаврăнать те, киллине урипе тапса йăвантарать, вара вăл килĕ темиçе кун выртать урамрах. Унтан вара пумилкке пĕтет. Масар çине, вилнĕ çыншăн тесе, чашăк, кашăк, чĕрес пăрахаççĕ; ашне çисен, шăммисене те çавăнтах кайса пăрахаççĕ. Вилнĕ çыншăн асăнса лашă пуснă пулсан, нăхта кайса пăрахаççĕ. Пирĕн масар çинче нахтасем выртса çӳреççĕ. Вилнĕ çынна чăвашсем çулталăкра виç-тăват рет асăнаççĕ. Çын вилнĕ çултан пуçласа виçĕ çимĕкре масар çине лашапа урапапа кайса асăнаççĕ (хываççĕ). Çимĕк умĕн кĕçнерни кун масар çинче çын питĕ нумай пулать асăнакан. || Так бранят лошадь (годна на заклатие на поминках). N. Ах, пумилкке, мур!

пур

слово, означающее существование, бытие, по-русски переводится: есть, имеется. См. Матер. 338. Регули 852. Он ончол тырă пор. Ib. 29. Онта ĕçме квас пор. Ib. 419. Ман окçа пор, манăн окçа номай пор, номай окçа пор. Ib. 416. Çавăн пак çынсан пор. Ib. 380. Ĕç пор чох эс тума çок, ĕç çок чох эс пор. Ib. 287. Вăл хăнасам портан килмерĕ (от того, что были гости). Ib. 420 Ĕнер çомăр порччĕ. Альш. Шăпчăксем авăтать, çĕр сайралать, епле тул çутăлми çĕрсем пур? М. Васильев. Карчăксĕм, маткасĕм — кĕшши йĕрекени те пор (некоторые плачут). О сохр. здор. Вăл (больной) хăй патĕнче çук çынсемпеле унта пур пек калаçать (в бреду). Сред. Юм. Чирлесе пôрнакан çынна ни ĕçлеймес, ним тумас, пôрĕ-çôкĕ пĕрех ôн, теççĕ (существует он или нет — безразлично). Тоскаево. Пур чухне пунеттей, çук чухне святой, теççĕ. (Стар. поговорка). Чăв. й. пур. ЗО. Пура салатса çука шырасси пит хĕн. Бюрг. Усал хаяр пире мĕн каламĕ çук сăмахсене пур туса (выдавая небылицу за истину). Коракыш. Сарма, эсĕ пур-и (ты здесь)? N. Ан вула кĕнекӳне, пирĕн урăх халап калаçмалли пур (нам нужно поговорить о другом), теççĕ. N. Ача калать, тет: çапăçу пур çинче кĕрешӳпе мĕн тăвас (раз есть возможность подраться, так зачем бороться), тесе калат, тет. Шурăм-п. Пĕвĕ пур — çĕмĕрт пек, пичĕ пур — чечек пек. СТИК. Калас, калас сăмах пур, сана питĕ каласа хăртăттăм та... Ib. Тăвас, тăвас ĕçсем пур (= питĕ кирлĕ, тумалли ĕçсем пур), çук, пушанаймастăн. Ст. Ганьк. † Калас, калас сăмах пур, кăмăлу юлас çĕрсем (места) пур; санăн кăмăлна хăвариччен, хамăн кăмăл юлайтăр. Кан. Мĕн çук япаланах пур тума тăрăшас. N. Тумтир пурскерĕн укçи те пур пулĕ. М. Тиуши. † Вуник кушак пур çинче (раз есть двенадцать кошек) пирĕн кашăк çăвас-и? Çĕнтерчĕ 9. Ах, мĕншĕн пур-ши эп! Мусирм. Анна пур, Иван пур (старинный оборот, встречающийся в народных песнях). Ib. Ай-хай тантăш Анна пур, çич ют кулли пулайчĕ. Ib. Çынсем хăнана çӳреççĕ, эсĕ пур (а ты) ниăçта çитме çук. Альш. † Ĕнтĕ пĕр аттемçем те аннемçем, сирĕнех те сывлăх пурринче кĕçĕн пуçма асла хураймăп. Юрк. Эсĕ пур-тăр, унта куллен кун манран çыру кĕтсе выртатăн пулĕ. Янтик. Тур пур (клянусь богом), эп санне нимĕскер те илмен (или: хĕвел пур, уйăх пур — клятва). ГТТ. Пĕри калать, тет: чăвашла çапла калаçма та пур-ши (неужели по-чувашски есть такие обороты)? тесе калать, тет. В. Олг. Аттин лаши пор çинче перĕн тойран йолас-и? Чаду-к. Тилĕ тус пур-ши, кума-пулма пырать-ши, тет. Ст. Айб. † Кăчăр-кăчăр çын çиет, пур çинчен мар, çук çинчен (не имея к тому оснований). || Имеющий достаток, зажиточный. N. Сыв пул та, пур пул, пуртан çука ан юл. ЧП. Пур çын ывăлĕ (сын богатого) мухтанать ашшĕ-амăшĕ пухнă мулĕпе. N. Сыв пулăр та, пур пулăр, пурте ман пек ан пулăр. (Стар. поговорка). Айдар. † Сывă пулăр, пур пулăр, пурте пирĕн пек ан пулăр. (Солд. п.). Сред. Юм. Пур çын кусси кăçта кусан. («По одежке протягивай ножки»). || Достаток, запас. N. † Ик каччине пăрахса, пĕр каччине тус турĕ, кĕпе турĕ, йĕм турĕ, çулталăка пур турĕ (сделала себе запас на целый год), ывăл турĕ, хĕр турĕ — ĕмĕрлĕхе йыш турĕ. Чăв. й. пур. 32. Кĕрӳшĕ хăй те пур çине пур тума пушкарайман. N. Хăй пур çине пур тăвас тесе пĕртте шухăшламан (не стремился к наживе). СПВВ. Пур çине пур тăвас. Регули 289. Çокпа çӳресси онта, порпа çӳреме лайăх. Орау. Пур чухне путене, çук чухне карăш. Пур чухне пылпа, çук чухне шывпа. || Жив. Юрк. Ашшĕ пур чухнех Карачăм шăллĕ патне хунчăкăш лашипе кайса пăхат. Ib. † Атте-анне пурри — кил илемĕ. N. † Атте-анне пурринче усал-хаяр çĕнеймест. П. Пинер. † Атте-анне пурринче мĕн шухăш пур çамăрăкăн пуçĕнче. Собр. † Аттепеле анне пурринче ырлăхраччĕ пирĕн çамрăк пуç. Çĕнтерчĕ 44. Вăл пур çинче (пока он жив) çын айне кĕмĕп-ха, çын хурĕ пулмăпăр (нас никто не обидит)! Хурамал. Патша пынă, хĕрин алăкĕ умне пырса чĕннĕ: хĕрĕм, эсĕ пур-и (жива ли ты), сана кам хăтарчĕ, епле хăтăлтăн? тенĕ. (Из сказки). М. Тиуши. Атте-анне пур çинчен пире тата мĕн кирлĕ.? Сунт. Атя! Вилмĕн халĕ эпĕ пурринче. || Можно. Нюш-к. Çавăнпа ку карчăк каланине ĕненме пур. Альш. Хĕлле кăна шурта çӳреме пур. Çула çулсем çинче пĕтĕмпе шыв. N. Сурана-юхана чăркаса çыхма пур. || С причастиями входит в состав особых чувашизмов. Орау. Вăл пӳлĕмре çывăрсан, ир вырăна йăтса тухнă чухне те, стаккансене перĕнçе ӳкерсе çĕмĕрес пур, унта выртмастăп та. В. Олг. Манăн коккăль туас пор. Мне надо испечь пироги. N. Ун пек çырас пор, пиçмо та çырас мар. Орау. Çимас пур (раз не хочешь есть), мĕн ларан сĕтел хушшине? Н. Сунар. Мĕн кĕтсе тăрасси пур тата? Ачач 73. Мĕн икĕ ĕмĕр пурăнас пур-им? Ау 181°. Эй ачам! тесе калат, тет, амăшĕ, — хăçан çитерес пур (накормишь), — тесе калат, тет. Толст. Ăна мĕн вĕтесси пур? Чего ее бить. Регули 71. Манăн ĕçлес пор. Ib. 377. Эп тăвас пор, эп килеттĕмччĕ. Ib. 378. Эс тăвас пор, сан килесчĕ. Кан. Мĕн хамăртан пухасси пур унта? СТИК. Мĕн ямалли пурччĕ çавăн патне çыру. Какая была надобность писать ему письмо! Напрасно написал. Сёп-к. Апла килти окçая пĕтерес пор, ма каяс ирĕкпе. ЧП. Чӳречĕрсем çинче виçĕ мерчен, хăçан ярăмланса тăни пур (бывают ли они когда нанизаны на нитку)? Тораево. Эпĕ ăна икĕçĕр тенке сутатăп, кам илекен пур? || Собр. Хĕрт-сурт вăл хăш пур киле кăмака умĕнче ватă карчăк пулса кĕнчеле авăрласа ларат, тет.

кăтăрмаç

(кы̆ды̆мас’), orbiculus trochleae, шкив. А. Турх. Шăлтăрма ăшĕнчи кăтăрмаç: Вăл, пĕр енне çĕклесен, анать, тепĕр енне çĕклесен, ăлăхать; пĕр май пăрсан, кантри хивреленет те, улăхать те, тырă юхма чаранать. Шкив в блоке. Если поднять одну сторону, спускается; если другую — поднимается; если все крутить, то веревка скручивается, поднимается, и хлеб перестает сыпаться. См. также чашăк.

чашăк

(ц’ажы̆к), quaedam pars K. А. Турх. Чашăк теççĕ пирĕн, кăшĕ (= хăшĕ) кăтăрмаç теççĕ.

пӳлемĕк чӳклени

назв. свадебн. обряда. N. Пӳлемĕк чӳклес (обряд на свадьбе по случаю получения приданого). Альш. Çĕнĕ çын витрене лартат та, хĕрсеммипе салма çакаççĕ, хунямăшĕ пымас унта. Салма тунă çĕре çынсем пуçтарăнса çитеççĕ. Салма тусан, сĕтел çине хăех антарса лартат салмана. Унтан вара ратнисемпе кашнинпе виçшер кашăк пĕрле сыпат: пĕринпе виçĕ кашăк, тепринпе виçĕ кашăк. Салмине лапчăтса, кукли пек хăвăл шăтăк тăваççĕ: ăна çĕнĕ çын салми теççĕ; çакна: алă тытса пыр çинĕ (так!), теççĕ. Хăй вăл сыпнă чух тăрать. Çĕнĕ çынни шута та каймас. Лешсем ратнисемпе пĕр-пĕрин патне çӳресе сăра ĕçеççĕ. Çак салма пĕçернĕ куна пӳлемĕк чӳкленĕ кун теççĕ. Хĕрĕ енчи каччисем шăрттанне, чăкăт, хур ашĕмĕнĕ илсе килеççĕ. Кунтан хĕрĕн тетĕш-йинкĕшсем çаплах илсе каяççĕ. Вăл такмакпа çăкăр пухаканнисене уртмахçă теççĕ. Çав кучченеçсене ку енче те, леш енче те, çак кун чӳклесе çиеççĕ, пӳлемĕк чӳкĕ теççĕ çавна.

пӳрт

(пӳрт, пӳрт, Пшкрт: пӧрт), изба, дом. Вута-б. Пӳрт, изба. Части избы: тӳпе, крыша; урай, пол; мачча, потолок; мачча кашти, матка или матица; ыра, паз у матки и венцов, (также и столбов); урата кашти, перевод или переводина и пр.; хăма, доска; кĕтес, угол; сак, лавка; кăмака ырати (= урати), опечек; кăмака сакки, приступок; чăлан, чулан; сентре, полка; пулат, полати; пулат кашти, полатный брус; кăмака, печка; мăйра (= мăрье), труба; кăмака чĕрçи, шесток; питлĕх, заслонка; кăмака çăварĕ, чело нечки; карниц, заплечек; турă кĕтесси, красный угол; чашăк хумалли, посудница, куда у крестьян кладут блюда, ложки, вилки, ножи и пр.; тенкел, скамейка; карниц, карниз избы; чӳрече окно; чӳрече янаххи, косяки; чӳрече янах тăрри, верхняя подушка или наокошник; потушка, нижняя подушка, подоконник; кантăк рамĕ, рама окна; кантăк хашакисем, оконные поперечины, наличник; хачмак — личинка; чӳрече хуппи, закрой; сула, иглица; петле, петли; кантăк куçĕ, стекло окна; петле çекли, крюк. ЧП. Çĕр çĕклейми пӳрт ларттартăм. Орау. Пӳртри япаласене унталла та кунталла утса салатса пĕтерчĕ (разбросал вещи по комнате). Ib. Ĕне выртнă çĕре пӳрт лартсан, пӳрт ăшă пулать, тит. Хур ларнă çĕре лартсан, сивĕ пулать, тит. Ib. Пирĕн пӳрт туса пĕтермен-ха. У нас изба еще не отделана. Ib. Пӳрт хăпартма (чтобы поставить сруб избы) мăк кирлĕ. Изамб. Т. Унтан пӳрт ăш-чиккине тасататăп. Ст. Чек. Пӳрте кĕнĕ чухне алăкпа урана хĕстерсен, хăна килет, тет. Ib. Пӳрт тăрринче çур çăкăр. (Уйăх). ЧС. Унтан вара пăртак лартăмăр ĕнтĕ, атте çĕнĕ пӳртрен кив пӳрте чупса пычĕ те, темĕнскер кăшкăрса каларĕ. Курм. Пĕр пӳрте пăсăн та, йосимăн. Регули 612. Пӳрт пирĕн аттин (ат'т'ин) виççĕ пор. Ib. 18. Пӳрт питĕрмесĕр ма кайрăн. Ib. 42. Онăн онта порăнмалли пӳрт çок. Ib. 43. Он пӳрчĕ пор та, порăнмалли мар. Ib. 1341. Эпĕр çӳресе пӳртрен пӳрте (или: пӳртех). Ib. 1526. Ĕлĕк он пӳрчĕ те çокчĕ, халь вăл лайăх порнать. Собр. Пӳрт вăти çĕрĕнче юпа ларат: çуркунне лартаççĕ, кĕркунне касаççĕ. Пир юпи). Сред. Юм. Пӳрт пуçĕнчи хăмла çырли, пиçнĕ-пиçмен суйларĕç. ЧС. Лаша кӳлсен эпĕ лашана пӳрт умне илсе пытăм (подъехал к избе). СТИК. Пӳрт маси кайнă, потерял образ; говорят, когда в избе нет никакого порядка, сорно, грязно). Юрк. Атьăр халĕ, килĕрех, килĕрех; пит лайăх хăнамăр килет иккен, атьăр пӳртелле, тесе йăтса кĕме хатĕр пулса чĕннĕ пек чĕнет. ФТТ. Тĕлĕкре çĕнĕ пӳрт лартсан, пӳрт лартаканĕн хăшĕ те пулсан вилет. N. Пӳрте камсем тапак тĕтĕмĕ тултарнă. N. Хора пӳртри пак, чĕлĕм тĕтĕмĕ кăн-кăвак тăрать (надымили табачищем). Сред. Юм. Пӳрте шыв толтарни (фокус). Фокăс кораканни: пӳрте шыв толтараймастăр, тесе таллашсан, она тола кăлараççĕ те, алăк хăлăпне вăтпа питĕ пĕçерекен тăваççĕ те: но, кĕрсе пăх ĕнтĕ шыв толнине, теççĕ; лешĕ кĕнĕ чох алăк хăлăпне тытать те, аллине хăпалантарса ярать, çав вара фокăс полать. Хурамал. Тĕлĕкре пӳрт лартсан, çын вилет, теççĕ. Эпир çур. çĕршыв. 11. Вĕсем пӳртĕн йĕри-таврах. N. Унăн пӳртĕ (не «чĕ») çинчен витнĕ улăмне сĕтĕрсе антарнă. У него стащили с избы (с крыши избы) солому. Шăна чир. сарать 7. Чир саракан микробсем чирлĕ çын выртнă пӳлĕмре те пулаççĕ: урайĕнче, пӳрт пĕренисем çинче, шăтăк-çурăксенче, сĕтел-пукан таврашĕнче. || Входит в состав назв. селений. Золотн. 264. Виçĕ-Пӳрт-Шашкар, Çичĕ-Пӳрт. N. Виçпӳрт-Шăмарш, Ĕмпӳрт-Туçа и т. д.

пăрăс

(пŏрŏс), бревна бруском, которые кладутся на столбы сарая (от русск. брус). Яргуньк. Пăрăс çине троппил (стропила) лартаççĕ. N. Пăрăс = пĕчĕк пура, пысăк пура çинче тăракан пĕрене. Календ. 1911. Струпила чалăшра (на сажень) пĕре лартаççĕ, кутне е пăрăс шăтарса, е çиелти айне шăтарса лартаççĕ. || Брус, полка, матица. Тюрл. Пăрăс, брус у полатей. СПВВ. ИФ. Пӳртре пĕрене çумне, япала — е чашăк-тирĕк хума, е тата урăх япала та хума хăмаран туса хунине пăрăс теççĕ. Сред. Юм. Пӳрт кăмаки панчен (те) тĕпелти çтена патне çитеччин япала хôма çакса янă хăмана калаççĕ. СПВВ. Пăрăс — мачча кашти. || Брусья, на которых держится верх ветрянки (арман тăрри). || Перекладина через вешняк (на мельнице) и балки у моста Торх., Ходар. Ала 31°. † Вуник арман хушшине вуник пăрăс хутăмăр, вуник пăрăс хушшине йĕсрен кĕпер хурăмăр (= хыврăмăр). || Дрожины у тарантаса и телеги. Нюш-к. Урапан икĕ пăрăс пулать. У телеги бывает две дрожины. К.-Кушки. Пăрăс — два бруса, на которых держится кузов телеги.

пăтăлă

пăтăллă (-д-)(-д-), с кашей, имеющий кашу. Менча Ч. Хăпарту сăмсине кăвапине касса илсе пăтăлă кашăк çине хураççĕ. (Ака пăтти). || Травянистый. Кĕвĕсем. Пăтăллăрах пулчĕ кӳлĕ: чĕпĕлĕ кăвакал тухаймас.

пĕр

(пэ̆р), один. Сёт-к. Пĕр пукане хĕрĕх хут кĕпе тăхăнать. (Купăста). N. Пĕр кун каймалăх çĕр пулсан, çичĕ кунлăх çăкăр ил, тенĕ. (Послов.). Икково. Мана çак пĕр сорăха (эту одну овцу) пачĕç. КС. Пĕр çăварти çăккăра çиса пурăнтăмăр. (Так говорят о дружной жизни). Орау. Вăсам пĕр çăвартан çăккăр çиса пурăнаççĕ (живут дружно), тиççĕ. Альш. Пĕр вырăнта тăра пĕлмен çын, бойкий, непоседа. Регули 603. Пĕр сăхман поставран ĕçленине (тунине) патăм. IЬ. 916. Пĕр румккă (þумккă эреке) патăм она. Образцы. Пĕрчĕ-пĕрчĕ мерченне пĕр пус парса суйларăм: Изамб. Т. Акă тырă пулманни пĕр хĕн (одна беда), вăрман инçи тата хĕн (опять беда). В. С. Разум. КЧП. Эпĕ пĕр пашалу илсе тухрăм. Я вынес одну лепешку. Альш. † Вуникĕ хĕр, пĕр купăс (скрипка), янăра-çке пĕр сасă (в один голос). Сред. Юм. Пĕр çăварлăх çăкăр, маленький кусок хлеба. IЬ. Пĕр ала (сито, решето) алларăм тессине: пĕр аллăм алларăм, теççĕ. || Один (а не несколько). Собр. Тырă вырса пĕтерсен, ват карчăксем пур çурлана пĕр çĕре тытса, пуç урлă утаççĕ. N. † Вăрмана кайрăм — каç турăм, вуникĕ çулçа пĕр турăм. Орау. Симун вăл Куçмипе пĕр амаранни (от одной матери) вăт. Ст. Шаймурз. † Çырайĕ-ши турă, çыраймĕ-ши, пĕр минтер çине пуçа хумашкăн. N. Ку кĕллисене пĕтерсессĕн, вара пур кĕллине те пĕр çĕре тăваççĕ, вăсене вара кăвакалпа тăваççĕ. N. Пĕр кутăм, пĕр пуçăм. Я одинок (мне тужить не о чем). Сред. Юм. Пĕр пуç, пĕр кот, ниçта кайсан та никам канçĕрлемес. Одинок, куда ни пойду, никто не помешает. N. Пĕр вуннăшне парăр. Дайте мне одну десятишницу (10 руб.). Другой смысл: дайте мне рублей десять, рублей с десять. N. Ултă утăмран пĕр, на каждых пяти саженях. || Один из двух. N. Пĕр çтенаран тепĕр çтенана çитичченех хăма хунă, хăми пуçĕсем кĕмелĕх ыра тунă. || Одна вещь. Календ. 1904. Вăл пĕр пур — хамăр ĕçлеме пĕлменни, пурăнма пĕлменни – тепĕре. Это одно, а... || Один раз, разок. Альш. † Пĕр çӳле пăх, çĕре пăх: савсан пирĕн çие пăх. N. Пĕр çапăп та, пĕр ӳкерĕп. Дам раз и сразу сшибу с ног! (Угроза). N. Ача ку карчăка каланă: мĕн ĕçлен мăн акка? тет. Ку карчăк калат: апла каламан пулсан, пĕр хыпăтăм, пĕр çăтăтăм (сразу схватила бы ртом и сразу бы проглотила), тет. N. Е салам-аликĕм, асанне, темен пулсан, пĕр çăтăтăм, пĕр хыпăтăм (говорит старуха). N. Эсĕ мана авантарах хулă пар-ха, эпĕ ăна пĕр хĕртем (постегаю). N. † Атьăр, тăвансем, эпир те аллăмăра хут тытар та, хут вулар, çанталăк çуттине пĕр (разок, хоть немножко) курар. Пазух. † Шĕшкĕ вутти хутар-и, пĕр (еще разок) ăшăнса ларар-и? (Вставка; приглашает погреться: с удовольствием погреемся). Рак. † Хĕрлĕ чие ларат хĕрелсе, каçса пĕр татăттăм (разок), каçми çук. || Некий (иногда соответствует неопред. члену). Рак. Çав пӳртре пĕр чипер. (Турăш). В этой избе нечто красивое. (Икона). Собр. Пĕр япала (некая вещь) пĕтĕм япалана тиркемест, пĕр шĕвĕ япалана тиркет. (Кăвар). Урмой. Ивансем киле тавăраннă чух, пĕр хăйă çути курăнат, тет (увидали свет в избе). Изамб. Т. Пĕр вырсарникун, однажды, в воскресный день. Орау. Пур пирн пĕр ял йытти, çавна çиса ларап-ха, ĕнертенпе те киле килмер ĕнт (говорит жена о муже). IЬ. Пĕр мурĕ (один чорт, напр. жена ругает мужа) паян киле те килсе пернмерĕ ĕнт. || Выражает противоположность. Якейк. Пĕри пĕр япалая (один любит одно), тепри тепĕр япалая йоратать. || Раз (союз). Орау. Пĕр çынтан тепĕр çынна ленксен, час тупаймастăн вăл япалана, пĕр парса ярсан. N. Вилнĕ çыннăн, хăй пĕр лăпланнăскерĕн (раз он умер), асăмлăхĕ те лăплантăр. N. Пĕр килнĕ чухне курса тухас. Раз пришел, так уж кстати надо зайти и повидаться. Юрк. Санăн ĕçме кирлĕ марччĕ, пăрахас пулатчĕ. Ачу-пăчусем нумай, арăму пур, пĕр шухăшласан (если серьезно обдумать), манăн ăсăмпа пулсан, эсĕ кăлăхах эçетĕн. N. Пĕр вĕреннĕ япала хăй енеллех туртать. К чему (раз) привык, к тому и тянет. Кильд. Эпир час килес çук пĕр кайсассăн. Раз пойдешь, так придешь нескоро. Значенне чув. «пĕр» с русск. «раз» одинаковое. Мусир. † Çинçе çырма, юхăм шыв, сиксе каçса пулмарĕ, пĕр турă-ях çырнинчен иртсе кайса пулмарĕ. (Здесь возможно двоякое толкование: или «пĕр» песенная вставка, или же оно употреблено в смысле «раз»). Орау. Лашана пĕр куçран çухатсан (если уж потеряешь), тупаймастăн вара унта. АПП. † Çӳренĕ пĕр чухне (пока гуляешь) юрласа çӳре. || Случайно. Шурăм-п. Пĕр ăçтан та пулин укçа тупсассăн, ана ĕçсе пĕтермесĕр лăпланмаççĕ. | Целый. Орау. Ман кумпек (= кун пек) юрăсем пĕр тетрать. У меня этаких песен целая тетрадь. IЬ. Сĕт нуммай, пĕр чӳлмек. Пĕр чӳлмек сĕт исе килчĕ. Икĕ чӳлмек сĕт (целых две крынки молока) исе килчĕ. Сёт-к. † Ĕлĕкхи тантăш çор çона, эпĕр хамăр пĕр çона. (Çăварни юрри). СТИК. Пĕр арпус пуçтарса хутăм-ха. Съел один арбуз (в др. гов. — «съел целый арбуз»). N. Пĕр ĕмĕр порнчĕ. Пробыл где-нибудь очень долго, хотя обещал скоро вернуться. N. Çак пĕр уйăх хушшинче ерçӳсĕр пулса нимпе те писме (= çыру) çыраймарăм. Çутт. 81. Ниçта пусма вырăн çукчĕ. Ура пĕр шит (на целую четверть) путатчĕ. || Единый. Т. V. 29. || Единодушный, согласный. Ст. Ганьк. † Ик килĕнтеш пĕр пусан, кил илемне çав кӳрет. (Пĕр пусан = килĕшӳлĕ, вăрçмасăр пурăнсан). || Один только, единственный (каких больше нет), самый первейший. Юрк. Хăйсем ялĕнче пĕр пуян пулса пурăннă (единственный, первейший богач). N. Тата калаççĕ: пĕр ĕнее те каснана илеççĕ, тесе. N. Тата хăшĕ-хăшĕ чăпăркка-туясем илчĕç те, суха-пуçне тавăрса пĕр аçапа амаран пĕрех хĕр çуралнă хĕре тыттарчĕç. N. Тата пĕр ывăлсана хуса карĕç. Орау. Пĕр ывăл ачаш пулать вăл. Собр. † Плуштух кленчи халь аллăмра, савнă пĕр тăванăм умăмра. Ст. Шаймурз. † Ĕнтĕ пĕр тăванăмсем, пĕр чунăмсем, сирĕнпеле пĕрле пурăннине ĕмĕр манмăп тенĕ çĕрсем пур. Алших. Пĕр пуçран икĕ пуçлă тăвас, терĕ, икĕ куçран тăватă куç тăвас, терĕ (вздумал жениться). N. † Ялта пĕр (первейшая) хĕр пулăттăм, ăратнерен тухмăттăм (все время была бы в кругу своих родных). Сред. Юм. Уçса пăхать, тет, виççĕ-мĕш пӳлĕмне — ларать, тет, тĕнчере пĕр илемлĕ хĕр сăнчăрта. Ск. и пред. 13. Унăн ашшĕ Уланки ял пуçĕ те, пĕр пуян, паттăрăн пек кĕлетки çӳренĕ, тет, пĕр капан (как целый стог). N. † Сар кăшăллă витре — пĕр витре (первейшее ведро): кĕтейĕ-ши пире пĕр хитре? N. Алăксене тапрăм — уçăлчĕ, шыв çинчи пĕр (количество) чечек (единственный, или же песенная вставка) çутăлчĕ. Кан. Пĕчĕкçĕ пĕр кантăксене пăрахса, алăк пек пысăк кантăксем касаççĕ. Перестали делать в избах по одному оконцу, начали вырубать большие окна, величиною с дверь. Шарбаш. Ай, пичи Михали, пĕр арăмпе мухтанать! (хвалится одной женой, кроме которой у него ничего нет; по другому толкованию — постоянно хвалится). N. Пĕр ывăла (единственного сына) та илмелле (в солдаты). Рак. И эпирччĕ, эпирччĕ, эпир вуниккĕн пĕр хĕрччĕ; пĕр хăма çине пухăнтăмăр, çутăличчен салантăмăр. (Çăлтăр. Одни объясняют: «нас было двенадцать, и все мы были девицы»; другие понимают в смысле: «нас было двенадцать, и все мы составляли созвездие». Послед. толкование сомн.). Ала 95°. Пĕр кăшкар-ути çисен те (хотя питался лишь одним щавелем)... || Единственно (только). Сред. Юм. Ыттисем — ывăлсĕм, хĕр пĕр эп çиç. Остальные все братья, и одна лишь я — сестра. Ала 95°. Хирте вара вăл пĕр пăрçа çикелесе вăхăтне иртеркелесе анчах çӳренĕ. Альш. Кĕвĕсене каланă чух, сăмахĕсене кашни çĕрех пĕр пĕлнисене калаççĕ: хăшĕ аса килет, хăшне вăхăтне кура калама меллĕ, çавна. || В этом смысле иногда соединяется с наречием анчах. Истор. Вырăссем тутарсенчен пĕр парнесем парса анчах хăтăлайман, тата вĕсене çуллен куланай тӳлесе тăмалла пулнă. ППТ. Атьăр часрах! Вĕçсе кайăттăм та пĕр анчах (так!), çунат çук! || Один и тот же. Собр. Çулла та пĕр, хĕлле те пĕр. (Чăрăш). Артюшк. Эпир унпа пĕр ваконта карăмăр (килтĕмĕр). Баран. 192. Шухăшсем пурийĕн те пĕре килнĕ. || То (—то). N. Хăй хăранипе пĕр малалла, пĕр каялла пăхкаласа пырат, тет. Микушк. Пĕр пуççапат, пĕр тăрат. (Тараса). N. Вĕсем çак тĕлĕнмелле ĕçрен пĕр хăраса, пĕр савăнса çав çĕре иккĕшĕ пĕрле ирттернĕ: N. † Шурă хĕлĕхрен вĕрен яваççĕ: ĕнтĕ пĕр яваççĕ, пĕр сӳтеççĕ. Сборн. по мед. Вăл чир ерри-еррипе арасланать: пĕр йывăрланса, пĕр çăмăлланса темиçе çула пырать. Ёрдово. † Пиçнĕ çырла сăнăм пор: пĕр хоралать-и, пĕр шоралать-и, той илемне çав кӳрет. || Приблизительно. N. Пĕр вунулт-вунçич çулхи хĕрачесем, арçын ачасем... Юрк. Мĕн пурĕ пĕр аллă кĕнеке ытла. N. Ăна уншăн пĕр çирĕм пилĕк çăмарта параççĕ. Ст. Айб. Тата пĕр çĕр тенкĕ пар-ха тырă илме. N. Хăйсене пĕр вунăшар е çирĕмшер пус парсан, тин чармаççĕ. N. Вĕсем каллех çапла пĕрер вунăшар е çирĕмшер пус илсен, часах салтса параççĕ (веревку). О сохр. здор. Пĕр виç кун хушши, в течение трех дней. || Настоящий. N. Çуртра пĕр арçын анчах, вăл та пулин хулара тарçăра пурăнать. Çиме çитменни пĕр инкек. || Одинаковый; одинаково. N. Çынпа çын пĕр мар. Ст. Шаймурз. Манăн пӳрт пур, унăн кĕтессисем пĕр мар. (Вăл пулĕ алă пурнисем). Ст. Айб. Ĕмĕр пĕр килмест, теççĕ. Жизнь течет не гладко. (Послов.). Образцы. Ай-хай уйăх та пĕр, хĕвел те пĕр, вĕсен çутти мĕншĕн тĕрлĕ-ши? IЬ. Тăван эсĕ те пĕр, эпĕ те пĕр (мы с тобой одинаковы), пирĕн телей мĕншĕн тĕрлĕ-ши? IЬ. Улăм ури улт ура, улттăшĕ те пĕр ура (одинаковые). IЬ. Икĕшин сасси пĕр килет. Оба (журавль и журавлиха) кричат враз. Кама 52. Пуринчен те пĕр илме май килмест, мĕншĕн тесен пурин те пурлăхĕ пĕр пек мар. N. Саншăн пур çын та пĕрех. Для тебя все люди одинаковы. N. Кам чунĕ сан чунпа пĕр килет. || Каждый. N. Илтекенĕ пĕр ырăлатчĕ мана, кураканĕ пĕр мухтатчĕ. Юрк. Ăна курнă пĕр çын: ун пек ачасем пурăнмаççĕ, теççĕ. Ст. Чек. Кама хисеп (счёт) çитнине пĕр çапаççĕ. СВТ. Пĕчĕк ачасем, хулĕсене касман пулсан, шатра чирĕпе чирлесессĕн, чирлени пĕр (каждый, кто) вилеççĕ. IЬ. Хулне кассассăн кайран ачанăн кĕпине кунне пĕр (ежедневно) улăштарма кирлĕ. Альш. † Калаçнă пĕр сăмахсем вырăнлă пулсан, шет (может быть) калаçса пулмĕ-ши сăмах-сене? Бур. Ай-хай, тăванăмсем, пĕр чунăмсем, сирĕн пĕр сăмахăрсем (каждое ваше слово) пин ылттăн. Истор. Мĕн куçа курăнакан çынна пĕр чиксе пăрахнă. Туй. Хĕрĕ (невеста) те кама хирĕç пулать, кураканне пĕр асăнса йĕрет. Кого ни увидит, того и называет по имени и плачет. || Всё. N. Лаша пĕртте çăтмас, янине пĕр (все влитое) юхтарса кăларать (лекарство). || В одинаковом количестве. Эпир. çур. çĕршыв 23. Арçынпа хĕрарăм пирĕн вулăсра пĕр йышлах (в равном количестве). || Постоянно. N. Çап-çутă хĕвел пăхать: ăшă парса савăнса, йăл-йăл кулса пĕр тăрать. Ст. Шаймурз. † Çак тăвансемпе пĕр тăрсан, сисмĕп эп ĕмĕр иртнине. || Никакой. N. Санăн патшалăхунта пĕр сылăм та, пĕр çăмăр та çумĕ. Ашшĕ-амăшĕ. Кил-çурта пăхса тăма пĕр вăй та çук ĕнтĕ (совсем нет сил). Никит. Выльăхсем валли пĕр апат та (никакого корма) юлмарĕ (в засуху). || В отрицат. оборотах: ничего не ..., вовсе не ..., совершенно не... N. Урапа çинчен тепле аннă, хам пĕр (ничего) пĕлместĕп, тет. N. Асран пĕр кайми хĕрсем. N. Пĕр йор та çок. N. Авă саранча, шăрчăк, хăш-хăш çул тырра пĕр хăвармиччен çисе ярать. СТИК. Пĕр сасă-чĕвĕсĕрех епле каян унта. Как пойдешь без зову (на свадьбу). N. † Пĕр çук çĕртен (без всякого основания) çын çисен, çав çунтарать чĕрене. N. † Пичен йăмăк полаччен, хăрăк тонката полас мĕн, пĕр чĕнмесĕр (молча, без звука) ларас мĕн. (Хĕр йĕрри). Пахча çим. 3. Унта пĕр çил çуккипе хĕвелпе пахча çимĕçĕ пĕтсе ларать (погибают). Юрк. Леш, çывăрса лараканскер, ку мĕн каланине илтмесĕр, пĕр чĕнмесĕр çывăрса ларат. Толст. Çапла йытă пĕр нимĕнсĕрех тăрса юлчĕ (осталась ни с чем), тет. ХЛБ. Анчах ĕçе пит тĕплĕ, пĕр васкамасăр (нисколько не торопясь) тăвас пулать. Дик. леб. 34. Унăн сăнĕ, ĕлĕк илемлĕскер, халĕ хуп-хура, пĕр илемсĕр. Кильд. † Пĕр (ни разу) анмăтăм эпĕ шыв хĕрне, юрататăп шывăн сассине. Баран. 122. Пĕр кирлĕ мар чух, когда нет никакой надобности. || Какой-то. Ск. и пред. 46. Çурса пĕтернĕ кĕпи вырăнне пĕр хураскерне тăхăнса та янă. Якейк., Хора-к. † Пирн Йăванĕ туракĕ ял ятне те каламаþ, хĕр ятне те каламар, вырăс ялĕ поль тесе, маþа хĕрĕ поль тесе, пĕр хораскер-лотраскер, çак ял хăтне ярнăскер, пирн ял хăтне кӳрес çок. Орау. Пĕр тутаþ (т. е. тутарĕ) тем хăтланать унта, пăх-ха. IЬ. Пĕр мурĕ кунта епретсе хăварнă (испражнился жидким). || Какой-нибудь. Орау. Пĕр усалĕ çаклатса туртин (турδиын')!.. А вдруг, если какой-нибудь негодяй зацепит и отдернет задвижку!.. N. Килте пĕр япалине пăхсан та савăнмалли çук. || Во-первых. Ашшĕ-амăшĕ. Пĕр, вăл ĕнер, вырăнсăр сăмахсем калаçнăшăн, ӳкĕннĕ, ытларах тата Лисахвине вăл (он) хĕрĕнкĕ чухне чĕрене çемçетмелле сăмахсем каламаншĕн çиленнĕ. || С одной стороны. Изамб. Т. Çитменни пĕр хуплат, тата кин: ĕçлеместĕн, тесе, пĕр вăрçат. || Иногда употребл. в смысле «замечательно». Орау. || Иногда является как бы вставкой и не переводится. П. Пинерь. † Вăрман хĕрри каюлă, пĕр ярса утсем транас çук. Кильд. † Пĕр çавăрса илсе пĕр юрлăтăм. Н. Карм. † Кăçалхи пĕр ута, ай, çуласси; çулассинчен питĕрех пухасси. Çак тăвансене пĕр курасси; курассинчен питĕрех уйрăласси. Шибач. † Лаши пĕр йортать, поçне пĕр утать, вăрăм пĕр çолне çитесшĕн. N. † Ах, аннеçĕм, анне, пĕр çуратрăн, ӳстертĕн, пама вырăн тупмарăн. Турх. Ăшра мĕн пуррине каласассăн, пĕр хурланнă чунăм пĕр ĕсĕклĕ (будет всхлипывать). АПП. Ямшăксенĕн пуши — вăрăм пушă, пĕр çавăрса çапасси час пулмасть. Баран. 54. Çитнĕ ялта пĕр Тарас çавăн пек пумилкке туса хăварнă. IЬ. 130. Хăш та хăш чул ытла та нумай пулать; пĕр хăйсенченех тусем, сăртсем пулса тăраççĕ. Абыз. † Килях та пĕр, ывлăм, темерĕ (дуб). N. † Вуник пĕр юман пĕр кутра, турачсемĕр хăй майлă, çулчисемĕр çил майлă. Сунчел. † Кашăк аврисене сăрлама вуниккĕ пĕр мăскал сăр кирлĕ. N. Кĕмĕлтен çĕрĕ хывтартăм, вуникĕ пĕр кĕмĕл укçаран. Образцы 59. Курки аврисене сăр сарлама вуникĕ пĕр тĕслĕ сăр кирлĕ (12 разных красок). N. † Хурăн пĕр айĕнче ик сулă: пĕри ылттăн, пĕри кĕмĕл. Альш. Хамăр пуçа шухăшсем ӳксессĕн, авăнтăмăр хура çĕлен пек, хуçăлтăмăр çĕмĕрт пĕр туя пек. IЬ. Аврăлă куркан аври ылттăн, çавра пĕр куркан тĕпĕ ылттăн. (Здесь можно понять и в см. «единственный»). N. Вуникĕ чĕкеç пĕр кашта (заняли весь шест), юрласа пĕр юрри пĕтмерĕ. Пазух. Сĕтелĕрсем çинчи сĕтел çитти, утмăл та пĕр çитмĕл те, ай, çӳçи пур. Шел. 7. Ылттăнăм та çук ман, кĕмĕлĕм çук, пĕр Мускавран килнĕ те мулăм çук. (Можно понять и в смысле: «ни одного»). Юрк. † Эпир çак тăвансемпе пĕрле пусан, калаçса пĕр сăмахăмсем пĕтме-çке. Альш. † Сатраях та çырла пиçет-çке, тĕрлĕрен пĕр курăкпа варшăнса. Собр. † Ларсам, ларсам, тиеççĕ. Хăш-пĕр енчен ларам-ши? (Здесь можно понимать и как «хăш-хăш», который). || Альш. Пĕр шӳтле вăл (одна комедия), хĕри-пăраç ĕçки. || Выражает любовное отношение. С. Тим. † Икĕ пӳртçĕм, пĕр пӳртçĕм, йĕри-тавра тĕкмеçĕм. Тайба-Т. † Ĕнтĕ хирте тăман çăвать-ĕçке, ял хушшисем те пĕр епле-ши? Янтик. Çаранăн та пуçĕ çырлалăх, çырлалăх, лартăр пĕр Питрав çитиччен: Ачач 110. Килте пĕр аннене каласа парап ĕнтĕ, тесе малтанах шутласа хурать. || Вплоть до. N. † Мамăк минтер, тĕк тӳшек: пĕччен ан вырт, иккĕн вырт. Пĕрех пĕччен (в одиночку) выртсассăн, пĕр вилеччен ӳкĕнĕн.

пĕрме

см. арман. Микушк. Изамб. Т. Арманта тырра пĕрмене хываççĕ, унтан тырă чул шăтăкне юхат. || Плетенка, корзина, кузов. Бюрг. Кăçал каснă пĕрмесем Шур Атăлта çӳл пулат. Истор. Унта çитсенех, вăл салтакĕсене çапăран çӳлĕ пĕрмесем авма хушнă. || Круглая коробка или корзиночка для ложек. Ст. Чек. Кашăк пĕрми — хăваран çыхса кашăк хумалли тăваççĕ. См. пĕрне.

алă валлли

, ал-валли, (алы̆ вал’л’и, ал-вал’л’и), partes parvae hostiae immolatae aliorumque ciborum, quibus diis res divina fieri solet, quae omnibus iis, qui sacrificio intersunt, distribuuntur et precatione facta ibidem religiosissime comeduntur. Стюх. Чув. 19. „Эти розданные по рукам присутствующих на молитве части от жертвенного мяса, вместе с частицею лепешки, называются по чувашски „ал-валли“, что значит: ручная часть или частица. После раздачи частиц глава семейства и прочие члены семьи встают на молитву. Молитву произносит только сам хозяин, а прочие стоят молча, но все, как сказано выше, должны быть в кафтане или в другом каком верхнем платье. По произнесении положенной на этот случай молитвы, все присаживаются на лавку в ряд, и с благоговением съедают частицы мяса и лепешки. При этом строго наблюдается, как бы не обронить крошек, так как это считается величайшим оскорблением для того божества, кому была принесена жертва“. V. Рекеев, V. 8. Альш. Пиçсен. Хурне кăларса тиркĕ çине хураççĕ, пĕчĕкçĕрех тиркĕпе пашалу. Вара хуранне пăттипе сĕтелĕн сылтăм енне лартать. Пиçнĕ хурне тир кĕпе алла тытать, сĕтел таврарах (умнерех) тăрса кĕл-тăвать. Кĕл-тунă хыççăн хура каскалать. Унтан хай каланă пек кăкăрĕ çинчи ашне, пакартине, пашалу; миçе çын, çавăн чухлĕ пай туса, алла тыттарать çав виçе япалана. „Алă валли“ теççĕ ăна. Ăна валеçсен пурте тăрса кĕл-тăваççĕ. „Паçăр пĕтĕмĕпеччĕ, халĕ ала валлипе; эпир çитерейменнине алă валли çитертĕр. Çырлахах, Мăн Кĕл-илен; савса панине савса ил; айван кĕллĕмĕре хапăл ил“, тет. Пуççапаççĕ (тайăлаççĕ-кăна) те çиеççĕ. Кашма сараççĕ çерем çине, ларса çиеççĕ пăттине те. Когда сварится. Вынимают гуся и кладут его на блюдо; (при этом бывает положена) на небольшом блюде лепешка. Потом он ставит котел и кашу по правую сторону стола, берет блюдо с вареным гусем в руки, становится поблаже к столу и произносит молитву. После молитвы он разрезывает гуся на части. Потом, как было сказано выше, он разделяет мясо с груди гуся, его желудок и лепешку на части, по числу присутствующих, и раздает каждому из них эти три предмета. Это называется ручными частями. После раздачи частиц все встают и молятся. Он говорит: „Давеча было (моление) целым гусем, теперь ручными частями. Пусть ручные части дополнят то, что нами было опущено. Помилуй. Великий Жертвоприимец [т. е. приниматель великой жертвы, приносимой от великаго душевнаго мучения (тарăхса)]! Прими с любовью то, что мы тебе с любовью приносим; прими нашу нескладную молитву!“ Они кланяются (не в землю) и начинают есть. Расстилают на лужайке кошму, садятся и едят также и кашу. Ib. Алă валли: 1) пэшалу, 2) ашĕ (кăкăрĕ çинчен), З) пакарти (хурăн) е пĕверĕ (пысăк выльăхăн). Ручные части (состоят из): 1) лепешки, 2) мяса (с груди), З) желудка (гуся) или печени (крупного животного). Эта последняя заметка в рукописи сначала написана, потом похерена. Менч. Чист. Çак кĕлле кĕл-туса пĕтерсессĕн чашăк çинчи çăкăра, чăкăта каскаласа ал-валли тăваççĕ. Вăл ал-валлисене пӳртри çынсене пурне те валеçсе параççĕ. Алă валли валеççĕ пĕтерсессĕн тата тепĕр хут пурте ура çине тăраççĕ те, ал-валлипе партак асăнаççĕ. Ал-валлипе асăнакан кĕлĕ ак çапла пуçланат: „Эй ырă туррă(м), ырă пӳлĕхĕм! сана ал валлипе асăнатпăр, витĕнетпĕр. После этой молитвы разрезывают хлеб и сыр, находящиея в чашке, и делают ручные части. Эти части раздают всем присутствующим в избе. После раздачи ручных частей все опять встают на ноги и творят краткую молитву с ручными частями. Молитва эта следующая: „О святый боже, о святой разделитель! мы поминаем тебя с ручными частями и к тебе прибегаем“! (Из обряда „ача ят хуни“). Чăв. кĕл. Çакă алă валли çитертĕр, çӳлти турра асăнатпăр. Пусть эти ручные, части дополнят (то, чего не достает); мы молимся небесному богу. (Из моления „Вăкăрпа учӳк“). Сиктер. Хĕвел тухăçнелле тăрса мĕн пур халăха алă-валли валеçсе пачĕç те, кĕлле ватти-вĕттипе тăчĕç. Обратились лицом к востоку, роздали всему народу ручные части, и все, старые и малые, стали на молитву. (Из „тырра пăр çапнăран ултă ялпа чӳктунă йĕрке“). „Алвалли“ — ломоть хлеба на кайăк чӳк в Ядр. у. Н. Лебеж. † Виç хĕл каçан такине алă-валли тумашкăн килтĕмĕр. Мы приехали, чтобы наделать ручных частей из их барана, которому исполнилось три зимы. (Из „саламалик“, речи которую произносил на свадьбе „мăн-кĕрӳ“]. Сиктер. Вара чӳклекен алă-валли аш касса илет, пĕчикçеççĕ татăксем: чĕрине, пĕверне, кăкăр ӳтне, пуçĕнчен, хӳре-чиккинчен (от репицы); вăл аш татăкĕсене пурне те кĕлĕ тунă чух алă çинче тытса тăма парать. Хăй вара çĕлĕкне хул хушшине хĕстерет те, çапла каласа кĕлĕ тума тытăнать еtс. V. Магн., 61.

алă тыт

(т̚ыт), prehendere alicuius dexiram, здороваться (или прощатьея) за руку, брать за руку. Ст. Чек. Алă тытса тухрăм. Я поздоровался со всеми за руку. БАБ. Пурте çĕлĕк илсе алă тытса тухрĕçĕ, тет. Все они сняли шапки и поздоровались с ним, один за другим, за руку. Альш. Юлташсемпе-пĕлĕшсемпе алă тытса уйăрăлтăмăр. Мы попрощались с товарищами и знакомыми за руку. Сбор. мед. Вăл çын пĕр пĕр сывă çынпа алă тытсассăн, унăн чирĕ сывă çыннăн алли çумне те çыпçăнса юлать. Если он поздороваетея за руку с здоровым человеком, то его болезнь пристанет и к руке последнего. Альш. Çĕнĕ çын „шыв пуçласа“ килсен çав ăсса килнĕ шывĕпе яшка çакса яшка пĕçерсе парать. Яшка пиçсен, антарсан аратнисемпе пуринпе те виçшер кашăк шӳрпе сыпать; „алă тытса пыр çиес“ теççĕ çавна. Когда молодая придет с речки, куда она пошла впервые за водой, она варит на этой воде похлебку. Когда похлебка поспеет и ее разольют, она выхлебывает с каждым из своих родственников по три ложки похлебки; это называется „поесть, подав друг другу руку“. (В другом месте рукописи о том же обряде сказано: „Çакна: алă тытса пыр çинĕ, теççĕ“.

алă туни

(алы̆ т̚уνиы, алы̆ т̚оνиы, ал т̚уνиы, Курм. ал т̚оны), brachium (membrum hominis a cubito ad manual). Якей. Теме ман ал тони ыратать. У меня что-то болит рука, т. е. часть ее между кистью и локтем. Аттик. Вăл чашăк ăшне кил хуçи ал-туни пек çурта лартат, виç-тăват турам: „Пил ту (ят)!“ тесе турат. В эту чашку хозяин дома ставит свечу, толщиною в руку, и крошит три или четыре куска, говоря: „Благослови (имярек)!“ (Из описания поминок).

антар

(андар), facere ut descendat in locum inferiorem etc. Понуд. форма от гл. „ан“. Изамб. Т. Унăн таврашĕнчисем ку çывăрнине пĕлсен лашине çырмана антарса янă. Те, которые были около него, заметили, что он уснул, и свели его лошадь в овраг. Якей. Çор-конне çорт çинчен йор антараççĕ. Весною сбрасывают с крыш снег. Ib. Атьăр, ачасам, шӳш шӳл çинчен олăм антарар. Идемте, ребята, скидывать с сушил солому. Ib. Кăрмăшра илнĕ йăвăçа эпĕр Выл вăрне антартăмăр. Лес, купленный в Курмыше, мы сплавили на устье Вылы. Орау. Ачана сак çинчен антарас. Надо снять ребенка с лавки. Ib. Пĕрени ырине лармаçть, картне пăртак антарас пулать. Бревно ложится в паз не плотно, надо углубить зарубку. Ib. Чулне пăртак антар-ха, тем çăнăх шултăрарах тухнă пек туйăнать. Опусти малость жернов, а то, кажись, мука что-то крупновата выходит. || Cibum coctum ex aheno in aliud vas traiicere vel transfundere. Также означает разливать или выкладывать из котла в чашку (так и в Череп.; о кушаньях). Урож. год. † Яшка антарнă тĕле кĕчĕç-тăчĕç хăнасем. Когда наливали (в чашку) похлебку, вдруг явились гости. Менч. Чист. Пысăк чашăксемпе пăтă антарса, пăттине куç хывса, çăмарта турани сапса лартаççĕ. Выкладывают кашу в большие чашки, пелают на каше ямочку (для масла) и ставят, посыпав крошеными яйцами. С. Тимер. Хĕвел анас умĕн пăтă пĕçереççĕ те, ăна икĕ чашăк çине антарса лартаççĕ. Перед закатом солнца варят кашу и выкладывают ее на две чашки. Сиктер. Унтан тепĕр чашкăпа пăтă антараççĕ. Потом выкладывают еще на одну чашку каши. N. Пиçсен вара чашкăсем çине антарать. Изамб. 109. Пĕр-ик хуран шыв вĕретсе шетнике антараççĕ. Вскипятят котла два воды и сольют ее в кадку. || | (Lac) praebere (de vacca dicitur). Также давать (молоко, о корове). Сред. Юм. Ине (ин’э, i. q. ĕне) пĕр те сĕт антарми пõлчĕ хăй. Корова совсем перестала давать молоко (или: доить, как говорят русские). В. Олг. Ĕне сĕт антармаст. Корова не доит. Якей. Микон иртнĕренпе пирн ĕне сĕт антара пуçларĕ. Начиная с Наколы, наша корова начала доить, т. е. давать молоко. || Item de femina. То же о людях. || Saepissime autera verbi auxiliaris munere fungitur ita, ut significet motum in locum inferiorem. Соединяясь с деепричастиями (-са, -а), часто является вспомогательным глаголом. Толст. Пĕчĕк аçасем ун çине хăпара-хăпара кайса вак турачĕсене хуçа-хуçа антарнă. Маленькие дети влезали на нее и обламывали мелкие ветки. Б. Илгыш. Ула-кайăк тилĕ сăмаххине итлесе пĕр юман туратти татса антарчĕ, тет. Дятел послушался лисицы и сломил для нее дубовую ветвь. Якей. Эпĕр çырта (с’ирда) полă тытса çӳренĕ чох çӳлте тăракан ачасам пирĕн çия çĕр йăттарса антарчĕç. Когда мы ловили в речке рыбу, то ребята, стоявшие над нами на берегу, обрушили на нас берег. Ib. Атьăр, ачасам, она кăмака çинчен тортса антарар. Давайте, ребята, стащим его с печи. Ib. Хорсене калча (кал’џ̌а) çинчен çырмаялла хуса антартăмăр. Мы согнали гусей со всходов в овраг. Ib. Хăма çине прах ларса толнă, шăлса антарас полать. На полке много пыли, надо ее смести.

капкала

(капкала), то же, что хыпкала? Ала 74. † Çу чӳлмекне пуçлатăр, кашăк ил те капкала.

каса-каса

погружая, втыкая. Орау. Пăттине чашăк çине антарсан, чăшак хĕррине тавралла пăтти çине йĕркипе кашăксем каса-каса хураççĕ (т. е. кладут донышком вверх, погружая их в кашу).

катăк

(кады̆к), кусок, обломок, осколок. Изванк. Çапла вара кĕл туса пĕтерсен, пурте пĕрер катăк чăкăт çиеççĕ. N. Çĕмĕрĕк чӳлмек катăкĕ. Сала 77. † Катăк, катăк пĕлĕт юхать, пирĕн пуçри çавра çĕлĕк пек. Якейк. Шӳрпешăнче çу катăксем ярăнса çӳреççĕ. По супу плавают кружочки (блёстки) масла. N. † Тумпарласен хĕрĕсем катăк-пăсăк тухлан пек. || Недочёт, нехватка. КС. Шушчĕк укçине суса пăххăрĕ, тет те, укçи катăк туххăрĕ, тет. ЧС. Çак ĕçкĕ тĕлĕшĕнчен пирĕн ялăн та катăк пур — ятсăр. Çавăнпа пирĕн ялсен ĕçке çуллен пĕр вăхăтра тумаççĕ. ЧП. Пирĕн тăвансем йĕреççĕ, мĕншĕн йĕнине пĕлместĕп, пĕр тăван катăк пулнăран-тăр. N. † Пирĕн тăван йĕрет, куçне шăлат; мĕшĕн йĕнине пĕлмерĕм, пĕр тăванăмăр катăк пулнăран пуль. КС. Унăн ыттинчен пурăнăçĕ лайăх та, анчах ывăл-хĕртен катăк (нет детей, не рождались дети). N. Катăк польчĕ. Умерла (дочь). Кильд. † Кунтан эпир пĕр кайсассăн, пирĕн вырăн катăк юлмĕ-ши? || С отбитым краем. ЧП. Катăк пуртă (щербатый). N. Катăк чашăк — чашка с отбитым краем. Кан. Катăк хĕриллĕ чукун. Бел. Гора. † Хĕреслĕ тенкĕн хĕрри катăк, пирĕн йыснанăн шăлĕ катăк. КС. Катăк шăллă çын пулать. N. Катак çăвар Иван. Иван, по прозванию катăк çăвар. В. Олг. Катăк сăмса, нос, одна часть которого утрачена. N. Чĕкеçĕн хӳри çавăнпа хайчă пек катăк, тет. Юрк. «Катăк — расколото». || Зубы. Хорачка! ман ачан кады̆ҕы̆ тохса (прорезались зубы); || Меньше. N. Пĕр тенкĕрен виçĕ пус катăк (= 99 коп.). Завражн. Ултă лаша катăк. На 6 лошадей меньше. П. М. Мих. Çиччĕ воннăран виççĕ катăк. 7 меньше 10 на З. || Хуже. Шел. II. 62. Тĕррисемпе пысăккăшсемпе те, çӳçи-шерписемпе те, пур енĕпе те муçейрисем (платки) катăк тăраççĕ. Ib. 60. Ман туйран юлас халĕ? Эпĕр çынран катăк-им? N. Спасибо еще çын çинче катăк çӳреймерĕр. (Письмо). || Глупый. Сред. Юм. Тĕрĕс çын-и мĕн ô? катăкрах вит ô. (глуповат). Синьял. † Ачасем эсйр катăкрах, куç хĕснине пĕлместĕр (не понимаете, не замечаете)!

кашăк

(кажы̆к), ложка. ЧП. Кашăк аври. МПП. Пыл тесе, кашăкпала хыпаймăн. Яргуньк. Кашăк лопашки, широкий конец ложки. СПВВ. Кашăк йышĕ, тот, чья ложка (т. е. хозяин ложки). КАХ. Кашăкки, его ложка. Ст. Чек. Яшка çисе пуçтарсан, кашăк юлсан, хăна килет. Сред. Юм. 'Кашăк пуç ôрлă утни'. Çĕнçол çĕрĕ витре çине пĕрер кôрка шыв яраççĕ, пĕр кашăк яраççĕ; малтан çавăркалаççĕ те, кайран пуç орлă утса яраççĕ. Кашăк ларалла ларса (= лармалла ларса, а также месерле ӳксе, навзничь), он çинче шыв полсан, качча кайсан, куççӳллипе йĕрсе пôрнмалла полат, тет; ларалла ларса, çывĕ (чит. шывĕ) пôлмасан, куйланмалла полать, тет; ӳпне выртсан, аван порнасса пĕлтерет, тет. См. çăпала. || Прозвище. Альш. Кашăк Ванькки (Ваççи).

кашăк пĕрни

корзинка для ложек. СТИК. Кашăк пĕрни — кашăк хумалли савăт. Ăна, хăваран авса, тăрнашкалă тăваççĕ. Кашăксене хунă чухне вăл тăрнашкипе аялалла çакăнса тăрат.

кашăк çăмахĕ

назв. кушанья. Сред. Юм. Çăмах тунă чохне çăмах чостине лайăх чăмăртаса хытармасăрах кашăкпа ăсса ярсан: кашăк çăмах турăм, теççĕ.

кашăк-тирĕк

назв. домашней посуды. Б. 13. Кил-çуртра кашăк-тирĕк шалтăртатмасăр пулмасть, теççĕ.

кил

(к’ил’), итти, ехать, прийти, приехать, прилетать (сюда, в направлении сюда). Альш. Килтĕмĕр, килтĕмĕр те, уччилние çитрĕмĕр хайхи çавăрăнса (шли, шли, и, наконец, вернулись к школе). Ib. † Хуçи: кил, кил! тесессĕн, сĕтел умĕнчи çын эпир; хуçи: килех (прошу пожаловать)! темесен, алăк панчи çын эпир. Ib. Килех, хăта, килехи аван çитрĕн-е (хорошо ли доехал)? тесе калаççĕ. Ib. † Килмесĕр (вар. килмесĕр те) килнĕ çак киле, ытла (вар. ыттах) тĕлĕнтерсе хăварас мар. (Застольн. песня). Бюрг. † Килмесĕр те килтĕм çак тăвансем патне, ухатам килчĕ юрлама. Якейк. Ку карттуса вăл мана сан пата килме анчах пачĕ. Ib. Килĕçин килччĕр (или: килĕç. Если желают, пусть придут... Ib. † Пичи патне килесси (трудно), килессинчен каясси. Ib. Эс Хосана хальччен килмен-и? Халь килнисĕр пуçне эс нихçан та Хосана килмен-и? Ты первый раз в Казани? Ib. Килсен килĕ. Что же, ладно, пусть уж придет, что ли. ГТТ. Маншăн пулсан, вăл кунта пĕртте ан килтĕрччĕ. Я совсем не хотел бы, чтобы он приехал сюда. Изамб. Т. † Ăсатса яр, тăван, ăсатса яр, улма пахчи витĕр кăларса яр. Хăçан килессине каласа яр. Ала 94°. † Кинçĕм те лайăх Хĕвекле, килнĕ те кайнă вăхăтра, хирĕç те чупса тухинччĕ; хирĕç те чупса тухмасан, ăшă та сăмах пулинччĕ. Орау. Пĕр-ик-виççĕ киле-киле кайăп-ха эп (т. е. приеду или приду). Ib. Кашни кун киле киле чӳречĕнтен шаккăп. Буду, приходя каждый день, стучать тебе в окно. Ib. Килме çиле майлă пулчĕ те, аван пулчĕ. Ехать было по направлению ветра, поэтому хорошо. N. Тутар хĕрĕсем, тутар арăмĕсем çуркуннепе киле-киле пир-авăр тĕртмелли иле-иле каяççĕ. Тюрл. Вăл килмелле мар кайнă. Он ушел с тем, чтобы более не возвращаться. N. Килнĕ чухне атă илсе кил. Когда придешь, захвати с собою сапоги. Чув. пр. о пог. 171. Аслати пĕр çĕртен тепĕр çĕре килсе куçсан... Если гром переходит с места на место... Юрк. Куллен уччилнике кил, çырăва вĕренме ан ӳркен. Ib. Килессӳ пулсан (если думаешь приехать), часрах килме тăрăш. Ib. Эпĕ ун патне килсеттĕм, кала халĕ ăна, кунта ман патма тухтăр, тет. Янорс. Пăртак тăрсан тата темиçе пăрохот киле-киле карĕç, хăшĕ темиçе парăш кăкарнă. Шинер-п. Пирĕн пата ан килтĕр, тесе, картисене сӳтсе тăкрăç. Ст. Шаймурз. † Çакăях тăвансем пулмасан, килеймен пулăттăм эпĕ çак киле. Трхбл. Яшкана васкасах ан çак-ха, килерех паччăр (напр. сухаран, вăрмантан). Шурăм-п. № 26. Эпĕ алăкран кĕрсен çĕлĕке илсе, асаттесен йăлипе: ман килес! терĕм. Регули 22. Килмессерен килте çок вăл. Ib. З47. Вăл çомăр çăвиччен килсеччĕ. Ib. 1451. Эп чĕнтĕм она, вăл килчĕ; вăл каламарĕ тума, эп тумарăм. Ib. 17. Исе килмесĕр ма килтĕн? Шорк. Никам та килнĕ палли çук. Нет следов того, чтобы кто нибудь приходил. Ст. Чек. Вĕсем виççĕн килчĕç-и? — Виççĕн кăна-и вĕсем (какое втроем), вунпиллĕк çынна яхăнччĕ! N. Паçăр ман патма пĕр çын килчĕ те: аçу вилчĕ, терĕ (умер отец того, к кому пришел человек). N. Паçăр ман патма пĕр çын килчĕ те, сан аçу вилни çинчен пĕлтерчĕ. N. Паçăр пĕр çын килчĕ те: атте вилчĕ, терĕ (умер его отец). СППВ. ТА. Кил токко = кил халь. Икково. Ача алла килесшĕн. Ребенок просится на руки. Ib. Вăл ача ман алла килмест. Тот ребенок не идет ко мне на руки. N. † Хам тăванçăм килет, асăнса, хура лаши килет ыткăнса, ылттăн пĕкки килет çутăлса, хурама турти килет авăнса, чĕн тилкепи килет туртăнса. Едет нарочно ко мне мой родимый; его вороная лошадь мчится (стрелою), золотая дуга блестит, загибаются вязовые оглобли, (туго) натянуты ременные вожжи. Кан. Эрнере иккĕ килмеллескер, пĕр хут çеç килет. Альш. Сивĕ çĕрсем (ночи) киле пуçларĕç. Ib. † Сарă хăмăш тĕпне шыв килсен, çурккуне пулнине çавăнтан пĕл. N. Мĕн полат-килет! Что будет! (или: что будет, то будет!). || Прийти за... Орау. Кĕрĕкне илме килчĕ. Кĕрĕк ыйтма килчĕ. Пришел за шубой. || Вернуться, возвратиться. Бел. Эпĕ каяс çĕре утрăм, усем килелле килчĕç. Я пошла своей дорогой (в гости, в другую деревню), а они вернулись домой. (Они были из той деревни, что и рассказчица). Альш. Тимĕрçĕн ачи выляма кайнă, тет. Выляса килет, тет те, тимĕрçĕпе арăмĕ йĕрсе лараççĕ, тет. Ib. Киле килме тухрăмăр вăрмантан. Килсен, килсен, çул çинче манăн алса укнĕ-юлнă. Регули 177. Атти киличчен кĕтсе тăтăм. Ib. 318. Вăл киличчен кӳлсеттĕмчĕ. Ib. З51. Эп киличчен тăрнă вăлсам. Ib. 262. Утсам кĕтĕве ярмасăр килмерĕ. N. Атте пасартан киле пырать пулĕ (уже возвращается). || О запахе. Кратк. расск. Çăварĕнчен хăйĕн пит йывăр шăршă килнĕ. || О выигрыше. Яргуньк. Тата çĕр тенкĕ хучĕ, тет те, татах Ивана килчĕ, тет (Иван выиграл) N. Çапла ĕнтĕ хресченсенĕн тупăш çулталăкне З50 — 400 т. яхăн килет. || Зависеть; происходить. ХЛБ. Тырă-пулли пуринчен ытла сухаланинчен килет (зависит). N. Вăл ĕç пĕр пиртен анчах килмест (не от нас только зависит). Малт. шк. вĕр. фиç. 114. Анчах çавăн пек суя ĕнĕнӳсем пирĕн тĕттĕмлĕхрен килет. || Уродиться, удаваться. Çук, тулăсем кăçал килмерĕç (пшеница не уродилась). N. Хĕвел хытă хĕртсе типĕтсе янипе Египетре халĕ те тырă акни нимĕне те килес çук. || Сходиться. Собр. † Санпа манăн сăмах пит килет, те ĕлĕкрен пĕрле тăнăран. || Возникать (о желании). N. Курас килекен пула пуçларĕ (пулчĕ?). Стало хотеться увидать. О сохр. здор. Тăвассу килтĕр; тăвассу килсен, тума пулать ăна (это). Орау. Тул тухасран тухас килет. КС. Нихçан та кун пек ĕçес килсе ĕçмен пулĕ (т. е. эпĕ). N. Çырас килсе çырмастăп. Янорс. Манăн вара хот (грамоте) вĕренме каяс килекен полчĕ (захотелось итти учиться). N. Ку ача çул çинче пĕр утă лавĕ тĕл пулать те, çиес килнĕ майĕпе çăтат-ярать, тет. СЧЧ. Пăтти вара пĕтĕмпе çу кăна пулат (страшно масленая), çиес килмен çĕртен те çимелле (и не хочешь так явится аппетит). Юрк. Вĕренес килекенсем манăн авă вĕренеççĕ, нихăшĕ те ку вăхăтра киле кайма ыйтмаççĕ. N. Вара вĕсем мана: питĕ каясах килсессĕн, каях, ачам, терĕç. Регули 562. Мăнăн исе килес килет (килмеçт) конта. N. Манăн ăна вăл пӳрте пĕртте ларттарас килмес (не хочу, чтобы он строил). Сред. Юм. Чашăк çăвас килмесен, вăник кошак осрас полать. (Поговорка. Вăник кошак пĕр чашăк çулласа тасатаççĕ, тет). N. Укçа паракан çын хăй укçи выçă çынсене çитессине (дойдут ли) пĕлмесен, укçа парасси те килмест. К.-Кушки. Ăна курсанах, çилĕ килсе каят. Когда на него смотришь, зло берет. N. † Икĕ йӳллĕ çул пырат, пĕр юпĕпе хĕр пырат, çавна тытса, чуптусан, çамрăк пуçа вăй килет. || Приходиться, случаться. О земл. Ана çине навус тăкнă пулсан, çав 100 пăт хакне ĕçлесе тупма килмен пулĕччĕ. Толст. Мана пĕр золотника (= мăскала) 5835 пĕрчĕ килнĕччĕ (эпĕ вĕсене юриех суса пăхрăм, т. е. яйца шелкопряда). ЧС. Мĕн тăвас, пĕрре çапла килчĕ те, ларасах пулать çав. ХЛБ. Ана çине тирĕслĕке тăкнă чух епле килнĕ çапла (= кое-как) тăкас пулмасть. Альш. † Мĕскер пулмĕ, мĕскер килмĕ пирĕн çамрăк пуçсене! || Проявить то или другое качество. Ала 99. Хĕл ăшă килсен, çу сивĕ килет, тиççĕ. Изамб. Т. Кăçал çуркунне сиввĕ килчĕ (весна была холодная). ТХКА. З. Çанталăк пĕр килмест çав. N. Чăнах та, ыйтса пăхсан, Кĕркури пичче: самана çапла килчĕ, терĕ. О земл. Пурăнăç (жизнь) йывăртан йывăр килет. || Означать. Трхбл. Аптăранă тени вырăсла мĕн сăмаха килет-ха вăл? Какому русскому слову соответствует слово «аптăранă»? Альш. Вăл сăмахсем мĕне килнине (что означают) пĕлеймеççĕ. ГТТ. Çак сăмах (слово вирт «палы») мĕне-те-пулин килмĕ и тата? (не имеет ли связи с чем-либо). || Заниматься (о заре). N. Çурăмпуç килет. Занимается заря. || Относиться. N. Вĕсем пĕтĕм патшалăха килекен ĕçсене туса тăраççĕ. || Настраиваться (об инструменте). К.-Кушки. Купăс килмен. || О пении. Альш. Каллах пурте калаççĕ (поют) пĕр сасса килсе, пĕтĕм яла янăратса! Ст. Шаймурз. † Тавай, тантăшсем, иккĕн юрлар, ĕнтĕ килет пулсан кĕввĕмĕр. || Быть подходящим, пригодиться. Орау. Сăмаха килмен япала çинчен мĕн калаçса ларан? Ĕçе килмен япалапа, мĕн тăвас унпа, вырттăр хăй вырăнче. N. Апла килмест вăл. (Это выражение) и верно, не идет, не подходит. Батыр. Ташла пĕлмен çынна кĕвĕ килмен, тет. (Послов.). Ашшĕ-амăшне. Килменнине ан калаç. Не говори того, чего не следует. Ст. Чек. Улталани те манăн вĕт килет (т. е. складно, умело обманываю?). О земл. Икĕ хут сухалама килмесен... || Быть принятой (о жертве?). ЧС. Халь çĕнĕрен пĕçерсе чуклемелле, тата çĕнĕрен чӳклесе килмесессĕн, эсĕ пĕтĕм выльăх-чĕрлĕхе вĕлеретĕн вара (будешь виной смерти..). || Быть к лицу (о костюме). Икĕ талир пĕр манир; ăçта çаксан, килĕ-ши? I| Быть привезенным. Тораево. Тата арча килнĕ, арчи ăшăнче хĕç (меч) пулнă. || Вытекать. Орау. Ача умĕ («воды») килчĕ. См. ача умĕ. || Выходить замуж. Образцы 99. Тата пĕр çул кĕтĕттĕм, килмĕ çавă вăл мана. Я подождал бы еще годик, но дело в том, что она за меня не пойдет. || В чувашизмах. Сред. Юм. Онтан нăмай та порнаймарĕ, тет, карчăк ача килсе те çоратрĕ (неожиданно родила), тет. Йӳç. такăнт. 34. Улюн кальт тутине йĕпетсе. Ах, килех, кил, пулмастех! (Здесь кил в значении русск «прими пожалуйста» при вежливом обращении. Так, при угощении, напр., пивом, угощаемый, попив немного, возвращая поданный стакан или ковш угошающему на руки, говорит ему: кил). || В качестве вспомогательного глагола. Кан. Çул çинче ниçта кĕрсе чей ĕçме тупмасăр, çул тăрăшшĕпех юр çисе килтĕмĕр (всю дорогу ели снег). Якейк. Пасара кайса килме кĕрĕк пар-ха. Дай мне шубы, сходить на базар. ЧС. Атăр, çавна курса килер-ха (сходим и посмотрим), терĕç. N. Тилли кунтă тĕпне шăтарат, тет те, пуллисене çул тăрăх тăкса килет, тет. N. Манăн кун-çул кĕскелсе килчĕ ĕнтĕ. N. Пурăнас кун çулă (= кун-çулу) пĕтсе килсессĕн... ЧП. Вăйă иртсе килет-çке, пирĕн ăшсем çунçаçĕ-çке. Сунар. Унта çу çинче пĕр ылтан çыпçăнса килнине курнă (червонец пристал к весам, которые брали в соседи). Альш. Çырмасем типсе килеççĕ (после разлива). Ib. Тырра хиртен пуçтарса килеççĕ. Ib. Чапăрлăсене, халĕ ĕнтĕ вĕсене: тăват пилĕк килĕрен те ытла мар, теççĕ Мертлĕре, пĕтсе килеççĕ, тет, вĕсем. Ib. Чапăрлă çапла кĕçĕн ял пулса тăрат-тăрат та, пĕтĕмпе пекех пĕтсе килет. Ib. Тул çуталса килет (светает), пушара сӳнтерсе килеççĕ (возвращаются, потушив пожар). Ib. Кунсем лайăх тăраççĕ-ха. Çу уйăхĕ çитсе килет. Ib. Каçпа вара çынсем тухса килнĕ чух ӳсĕр выртат Мишка. Ib. Вăл тайлăмра (в ложбине по течению реки) вара ялсем килнĕ ларса. Ib. Килсе килчĕç вуникĕ вăрă. Синерь. Патша ывăлĕ кайăка хӳринчен тытрĕ, тет те, хӳри тухса килчĕ (оторвался), тет. Хора-к. Çанталăк питĕ тĕттĕ(м)ленсе килчĕ. Ib. Мункун çитсе килчĕ, ĕçме-çиме пĕтсе килчĕ. Якейк. Пӳрте кĕрес тесе, алăк хăлăпĕнчен тытрăм та, алăк халăпĕ хуçăлса килчĕ (отломилась). С. Дув. † Çӳлĕ ту çине улăхнă чух пĕр ял килет курăнса. Толст. Уйăх шуралса киле пуçланă, сывлăм ӳкнĕ, тул çутăлса килнĕ. Регули 225. Пол тытса килет; пол тытнă çĕртен килет. Ib. 1272. Копан-копан тияса килтĕм. Капанĕпе (копипе, копипех) тияса килнĕ. Орау. Тĕнче пĕтсе килет; ăйăх пусса килет. Ib. Мункун çитсе килет. — Тул çутăлса килет. — Каç пулса килет. Ib. Кăнтăрла çитсе килет, эпĕр, вырса, ана пуçĕнчен уйăрлман, ялкулли! КС. Аслати алтса килет. N. Суйлав вăхăтĕ çитсе килет.

кил

(кил’, к’ил’), жилище (двор), дом. Зап. ВНО. Аран-аран киле çитрĕм. Альш. Ун пеккисене ыттисенчен ытларах асăнаççĕ ялан та кил тенĕ çĕрте. Ib. Васкаса утаççĕ килĕсенелле (домой, ко дворам). Истор. 152. Псковран виççĕр кил Мускав çĕрне куçарнă. N. Пĕрер килĕн (подомно) çĕр кастарса парас марччĕ. О сохр. здор. Çав чир пур киле кам та пулин пырсассăн, вăл çын пĕр эрнерен, е икĕ эрнерен чирлет. Орау. Унта пурăнма кĕрсен, малтан эпир хваттерте пурăннă, унчан, пурăнсан-пурăнсан, хамăр кил турăмăр. Хыр-к. Вăлсем çулла çĕр ĕçлесе пурăннă, хĕлле кил таврашĕнче выльăхсем пăхса пуранатчĕç. Байтеряк. Çимĕк кунĕ, ирхине, пурин килĕнче те пĕçереççĕ икерчĕ. В. Олг. Кил (или: кил ăшне) шăл; мести избу. Изамб. Т. Хĕрĕн ялĕнчи ăратнисенчен (родня невесты) пĕри çĕнĕ кил (ново-выстроенный и пр.) пулсан, малтан çавăнта кĕреççĕ. Б. Хирлепы. † Кил варинче ват çĕмĕрт. N. Пилĕк килĕ çуннă. Сгорело пять дворов. Юрк. Эсир халĕ килĕре (домой) тавăрăнăр. N. Хĕрĕн юлташĕсем (товарищи) килнелле тарнă. Байгул. Кил теннинче (= тенинче) тирĕк-чашăк шăлтăртатмасăр пулмас, теççĕ. Трхбл. † Эпирех те килтĕмĕр, ай, кил пулчĕ, сирĕн кăмăлăрсĕм тин тулчĕ. N. Эпĕр уйпа пĕр килти çын пек пурăнатпăр. || Подворье. Конст. Чăв. Одессăра Пантелеймон монастырĕ килĕнче (в подворье) вĕсем çĕр каçнă.

кук хоранĕ

кук хурань, кук хорань, назв. печенья. См. Магн. М. 114. Рааs. Кук хуранĕ — круглое печенье, величиною с ладонь, с маленькой ямочкой посредине, где находится крупа, масло и кусочек олова. Это прячется в коробку из липовой коры, вместе с куклой духа, называемого «йĕрĕх». Чхĕйп. Урай варне сĕтел лартса юмăçĕ сылтăм хул-хушшине çĕлĕк хĕстерсе, сĕтел умнĕ алăк енеле пăхса тăрать те (унта татă чустаранах вĕтĕ мăйăр майлăскер тăваççĕ, уна кук хурань тенĕ), вара кĕлле тăрсан, кашни киремете виçĕ юсман та виçĕ кук хураньпе пĕр кашăк пăтăпа асăнса, кĕлĕ тунă. СПВВ. МС. Кук хуранĕ; киремете чӳкленĕ чух чустаран хуран пек тăваççĕ. Чув. тексты № 2. Уна (воде) кăвакал çăмартипа кук хуранне чустаран тунă. (Шу тытни). Чертаг. Кук хуранĕ — бросают в воду, если забалеют (чĕресĕр, ăшсăр); делают чустаран. Сятра-М. † Пирĕн кокки кок хорань, пирĕн инки çу хорань. || Назв. гриба. Орау. См. куккук хуранĕ.

кульник

(кул’н’ик), кутник (лавка). Толст. Унтан, салтăнса, кульник çине кайса ларчĕ. N. Мĕн пулнă сана? тесе ыйтрĕ пĕр çын, кульник çинчен анса. Альш. Кульник — алăкран кĕрсенех сарлака урлă сак. Унта çуркуннеллĕ-мĕнлĕ пусса ларан чăх-чĕп, хур-кăвакал лартаççĕ. Кульник çумĕнче тăрăх сак. Унтан тĕпелте, урам енче, урлă сак. Кăмака умĕнче сунтăх: унта кашăк-тирĕк хураççĕ ăшне. Тĕпелте урлă сак çине хĕрарăма лартаççĕ, карташ енне, тăрăх сак çине арçынсене лартаççĕ чăвашсем, хăнана-мĕне пырсан, кӳрше-кӳппе тухçан.

ăс

(ŏс, ы̆с), черпать, цедить. Ч.С. Тата пĕр пуçламан чăкăт илсе кĕрсе, сăра ăсса тухса, сĕтел çине лартрĕç. Принесли еще непочатый сырец (чăкăт), нацедили пива и поставили на стол. N. † Атăл варринче шур енчĕк (чит. ĕнчĕ), ăсса илесчĕ ăсли (чит. ăсми) çук. Юрк. Тиркĕ çине ăссан (вир пăттине), чи варрине, кашăкпа пусса лапчăтса, шăтăк тăваççĕ, ăна куç теççĕ. Наложив (пшен. кашу) на блюдо, посередине делают ямку, которую называют куç (глаз). N. Шăвне куркапа ăсса тултăраççĕ. Воду начерпывают ковшом. Юрк. Шыв ăсса кĕр-халĕ. Зачерпни и принеси воды (из колодца). N. Унтан, çапла кĕл-туса пĕтерсен, пăтта сĕтел çине ăсса лартаççĕ. Потом, помолившись так, накладывают кашу на блюдо и ставят ее на стол. Ч.С. Пĕр кашăк пăтă ăсса илет. || Захватывать землю лопатой. Ент(ĕ)рел.

ĕметлĕ

имеющий надежду. Изамб. Т. Этем ĕмĕтлĕ, шуйттан ĕмĕтсĕр (т. е. только чёрт не имеет надежды). || Знающий меру, не жадный. Ст. Айб. Кунта ĕмĕтсĕр çын мар, ĕмĕтлĕ çын кĕнĕ иккен, тĕслĕрен апата пĕрер кашăк-кăна сыпса тухнă.

ĕне çоратанĕ чӳклени

жертва «богу, создателю коров». Б. Олг. Ĕне çоратанĕ чӳкленĕ чох, сĕчĕ-çуйĕпе чӳклет ĕне çоратан торрине; вара, ăсса, кашăкпа сапат, йăллине туат: вĕрле енчен сасси илтĕнтĕр, тесе. Тепĕр кашăк ăсат та, сапат: пăрушĕ пысăк полтăр, тет.

янкăлтик

(ҥгы̆лδиык), подр. быстрому проглатыванию густоватой массы. Шорк. Пĕр кашăк пыл хыпрĕ те, янкăлтик! çăтса ячĕ.

яшка

(jашка), варево: суп, щи, уха и пр. КС. Яшка ― всякая похлебка: Купăста яшки, щи; улма яшки ― суп. Çăмах яшки, сĕт яшки, çăмарта яшки, чăх яшки; улма çулчи яшки (из картофельн. литвиньи); серте яшки, çеçпĕл яшки, вĕлтĕрен яшки, пултăран яшки, мăян яшки. Череп. В пон. «яшка» входит, что варится в котле и чугуне: купăста яшки, пăтă, паранкă яшки, салма. Трхбл. Яшка — кушанье вообще, в частности салма, суп. Орау. Малтан çур-кунне вĕлтĕрен яшки пĕçереççĕ, унтан çеçпĕл яшки, унтан серте яшки, пултăран яшки, улма çулçи яшки пĕçереççĕ; кĕр-куннепеле вара, купăста çунаттисем чĕрсе, купăста яшки пĕçереççĕ. IЬ. Паян пулă яшки çирăмăр. Сегодня мы ели уху. IЬ. Какай яшки улма (картофель) ярса пĕçернĕ. Сред. Юм. Яшка сысма çĕрне тупмас, тесе, пит вĕрет, тессине калаççĕ. Юрк. Чăвашсем ашлă яшкасене пит юратса çиеççĕ. Выльăх пуссан, пĕр хуран аш пĕçереççĕ. Ашĕ пиççен, унăн шӳрпи çинче пăтă пĕçереççĕ. Чуваши мясное варево едят очень охотно. Заколов скотину, они варят полный котел мяса. Когда сварится мясо, в наваре варят кашу. Вотлан. Курак патне карăм та, курман яшка (невиданное варево) çытарчĕ. Ст. Чек. Яшка çисе пуçтарсан, кашăк юлсан, хăна килет. Если, когда уберут после еды со стола, на столе останется ложка, то, говорят, придет гость. Собр. Яшка пĕçерекен хĕр (на свадьбе). Чуратч. Пулă тытăпăр та, унтан яшка пĕçерсе çийĕпĕр. Наловим рыбы и сварим себе уху. Альш. † Пултăранпа вĕлтĕрен тип яшкана кастарать (делает менее безвкусной).

елпешке

(jэл'бэшкэ, мелкий, не обладающий глубиной. Городище. Елпешке кашăк. N. Елпешке (тиркĕ, чашкă), неглубокая (чашка, блюдо). То же знач. у КС. Ст. Чек. Елпешке = ăшăк; япала ăшăк, чашкă — елпешке.

латăрт

подр. сильному оборванному хрусту. Альш. Арпус латăртлатăрт! турĕ те, çурăлчĕ карĕ (сильный хруст). См. лăтăрт. КС. Ытла йăвăр йăтрăм та, пилĕк латăртах турĕ. Ib. Пашалуне латăрт! пусса çыртрĕ („звука нет“). Сред. Юм. Ора айне кашăк аври кĕнĕ те: латăрт! (или: лы̃ды̃рд) туса хуçăлчĕ. („Звук получаемый при раздавливании черена ложки“). В др. гов. в последнем случае скажут иначе. Г. И. Комиссаров. Кашăк çине посрăм та, шатăрт! (удар. в конце, если действие более продолжительно) туса хоçăлчĕ. || Подр. треску сломленного дерева. Череп. || Подр. crepitui ventris. КС. Сред. Юм. Латăрт! (удар. на „а“) тутарчĕ. См. латарт.

ленкес

(лэҥгэс), назв. долблёной деревянной посуды. КС. Ленкес меньше, чем чĕрес. Юрк. Ленкес = йывăç витре, чĕрес. Ст. Чек. Ленкес – чĕрес. Зап, ВНО. Ленкес, черяс меньшего размера (в Янгорч. и Орау.). Янш.-Норв. Çав вăхăтра ялта кашни килте сĕрен ачисем валли е пĕрер çăмарта, е икшер çăмарта пĕçереççĕ те, пӳрт умне ленкеспе çакса яраççĕ. Ib. Пĕр кашăк (т. е. каши) ăсса, çав ленкесе ярать. МПП. Ленкес – çăка чĕрес. Янтик. Ленкес тесе, пчик чресе, çырлана каймаллине, калаççĕ. СПВВ. ИФ. Ленкес — пĕчĕккĕ чĕрес. СПВВ. Ленкес ĕне сăвакан чĕрес (подойник). || Penis. СТИК. Ленкесне çакса çӳрет (лентяйничает?). Ib. Эх ленкес! ăçта кĕрсе кайнă вăл! (гов. мальчику, маленькому и неокрепшему). || Паховая грыжа. Ст. Чек. Ленкес = лĕкĕр çăмарта). || Шатун, бездельник. Ст. Чек. Лĕнкес = сулланса çӳрекен çын. Ib. Ленкес! çӳрет сулланса!

лошкă

(лошкы̆), ложка. Сохрон-й. Б. Яныши. Хăй тутар умĕнчен лушкипе çăва йăлт хăй патне пуçтарса илчĕ, тет. Шибач. Хоран лошки, разливательная ложка. См. хуран çăпали, кашăк.

лăка

(лы̆га), бодтать, мешать, взбить. Кан. Анне ясмăк çăнăхĕнчен кĕсел лăкаса пачĕ. Ст. Чек. Турăха кашăкпа лăкарăм (болтал). Календ. 1910. Пĕр-ик кашăк горчицă илсе, ăна пĕр-ик кашăк йывăç çăвĕ çине ярса лăкас пулать. Ib. 1904. Вара çав ватнă кĕрпене вĕри çу çине ярса лăкас пулать. || Творить (тесто). Изамб. Т. Каçхине чуста лăкаса лартаççĕ те, ул тепĕр кун ирччен йӳçет. Ст. Яха-к. Хĕрарăмсем çăварни кунĕ ирех тăрса, икерч пĕçерме пĕр-пĕр хуран çине, лĕпĕ шыв çине урпа çăнăхĕ е пăрçа çăнăхĕ лăкаса лартаççĕ. Яргуньк. Карчăкки килте икерч лăкарĕ, тет, кăнтăрла вутă хуттăрĕ, тет те, икерч пĕçерме тапраттăрĕ, тет. || Трясти, качать. Хурамал. Çĕре пĕчĕк юпа лартсассăн, ăна ачасем пырса лăкасан: ан лăка, теççĕ. Сред. Юм. Ачана пит лăкаса шăмми-шаккине ан ыраттар. Торп-к. Улĕ (сын его) вĕренне лăкарĕ, тет те, çичĕ ял çынĕсем ăна тортса хăпартрĕç, тет. Торай-к. † Авиç килет пирĕн ати, хура лашине сиктерсе, хура пĕккине лăкаса. || Орау. Çил тырра-пулла лăкаса кайни пурне те ларать-çке вăл (для всех убыточно). || Качать (о насосе). Пшкрт. Лăка (лы̆ҕа), качать насос; болтать (кисель). ЧС. Насусне кайран улттăн лăкаса тăраççĕ (на пожаре). || Болтать (в чём, где). ЧС. Шывран сĕтĕрсе кăларсан: хăстăр, тесе, çăварĕнчен хур-шăммипе лăкарĕç, çапах та хăсмарĕ.

майĕпе

потихоньку; постепенно. Аттик. Хĕвел пĕçернипе юрсем майĕпе ирĕлсе пĕтеççĕ. Шурăм-п. Кайран хуллен тухса (из оврага), Атăл çине майĕпе пырса пăхатпăр. Нижар. † Çак ял ачисем хĕр тиркерĕç, тупайрĕç-и-ха майĕпе? Календ. 1911. Чылай çӳресен, вăл майĕпе (scr. майпе) анма пуçланă. Сам. 10. Сар ырашлă тыр ани çăралать майпех. КС. Майĕпе анчах пырать. НТЧ. Çапла пурне те хатĕрлесе çитерсен, хай (упомянутая) арăм пĕр пĕчик чашăк çине пăттине антарать, тата чашăк хĕррине пĕр пашалу, виç юсман хурать. Изамб. Т. Майĕпе сиктерсе илеççĕ пĕтĕм сарăм пĕтиччен. || По (направлению). Ярмушка-к. † Уй хапхине, ай, пир сартăм карта (изгородь) кукри майĕпе. || Вследствие, по мере того, как; сообразно, по. Альш, Ку ача çул çинче пĕр утă лавĕ тĕл пулат та, çиес килнĕ майĕпе çăтат-ярат, тет. Янтик. Ача, аташнă майĕпе, вырăн çинчен тăра-тăра, пӳртре çапкаланса çӳрет. Ходите во свете. Школа (шкул) çывăхра майĕпе (так как ш. была близко) юрлă çынсем те ачисене çӳретме пултарнă. О сохр. здор. Типĕ тумтир тупса улăштарма питех май килмесессĕн, çав çири йĕпине пӳртре ăшă çĕртре çирех майĕпе типĕтме те юрат. Çутт. 112. Çур майĕпе хресченсен ĕмĕрхи, асран кайми ака-суха (пахога) шухăшĕ вăранать. Кан. Кĕçĕн шкулсем юрăхлă ачасем тăратнă майĕпе тин техникумсене кĕме çителĕклĕ вĕрентме пултарĕç. Букв. 1904. Хайхи качака ухмах майĕпе пусса (в колодец) тилĕ çине сике парать. N. Вăрçа хатĕрленсе тăман майĕпе, вăрçă ĕçне пĕлмен майĕпе, е вăрçăра виле-виле пĕтнĕ, е вăрмансене тара-тара пытаннă. Вино-яд. Эсир хăвăр пĕлмен майĕпе анчах эрех ĕçме хушатăр. Альш. Пупĕ ывăннă майĕпе аран-аран уткаланă. (Сказка). N. Йорĕ-çке, окçи майĕпе пырать! Ладно, по деньгам и покупка! (Гов., когда купят дешевую и плохую вещь). ЧС. Тата лашасене тытнă чух, хăранă майĕпе алă-ура чĕтресе, лашасене те хăпăл-хапăлах тытса, сиксе утланмалла мар. N. Çыру тăрăх, ăс пухакан, вăхăт килнĕ майĕпе, (в благоприятное время досуга) пухса пырать ăна. Шурăм-п. 28. Пĕри ӳсĕртерех майĕпе (будучи пьяноват), тӳпелешсен тӳпелешсен, пуртă илсе тухнă та, мăйĕнчен яра панă (хватил). П. Патт. 28. Кăвакалсем хытă вĕçсе пынă майĕпе вăл хăй кăшкăрса янă. Орау. Сăвă майĕпе кашни ача çине пӳрнипе кăтартса, утса çавăрнат. Чав. юм. 1924, 57. Хурăнсем çил çук майĕпе (так как нет ветра) шăпăрт тăраççĕ. Никит. Вĕсем те пулин начар, апат çук майĕпе (от бескормицы) пулас. Шурăм-п. Вăхăт иртнĕ майĕпе çумăр çывăхарса килет. Образцы. Вунçичĕ çулхи сасăçăм, çаврăнать купăс майĕпе. Ib. Кĕмĕл çĕрĕ, мерчен куç çаврăнат ăстан майĕпе. N. Кам салтака каяс мар майĕпе хăйне мĕн те пулин тăвĕ. Сам. 73. Хăй майĕпе ĕçлеме пулнă унăн ват лаша. Алешк.-Сапл. † Кĕмĕлех те çĕрĕ çырулă куç, çаврăнать-çке çыру майĕпе.

мăр

(мы̆р), подр. мурлыканию. Ой-к. Кашăк илме карăм та, кушакки: мăр-мăр! терĕ, тет. N. Мăр-мăр (мы̆р-мы̆р), мурлыканье. Сред. Юм. Мăр-мăр! Кошака тытса якатнă чохне, кошак çапла калать. Ib. Кошаксĕм çĕрле тупелешеççĕ те: мăр-мăр-мăрр! тăваççĕ. Синьял. Кушак çапах мăр-мăр! тесе ларать, тет. Бр. п. водку 8. Мăр-мăр! мăр-мар! тутарса аран сассийĕ тухать. Он еле-еле мурлычет себе под нос. || Кошка (встр. в сказках и загадках). Актай. Леш качакисем килчĕç, тет те: вăррине тытрăн-и (поймал-ли)? тесе каларĕç, тет. Мăр-мăр: çывăрах кайнă, тесе каларĕ, тет (уснул и не видал вора). Бур. Мăр-мăр мăрлатат, патаккине тăратса çӳрет. (Кушак).

мăскал

золотник. Зап. ВНО. Н. Седяк. Мăскал, золотник. Перев. Мăскал сахал пулсан та хаклă, тесе ахаль каламан пуль çав. Сборн. по мед. Чир кĕрессе пăтпа кĕрет, тухасса маскалпа тухать, теççĕ. N. Улма йывăç кашăк сăрлама вуникĕ мăскал сăр кирлĕ. АПП. † Калаçакан çынсем тек калаçчăр, маскал çурă çук çылăхăм. Сенчук. † Мăскал-мăскал сар пурçăн, сĕвем вăрăм килинччĕ. || Маленькие весы с золотниками. Зап. ВНО. N. Мăскал çине хурса виçнĕрен. Пазух. Тăванçăм, тăванçăм ырă улпут пек, мăскала хунă пурçăн пек.

юрами

(-ми), негодный. Чебокс., КС. Кан. 1927, № 236. Юраманнисенчен 25% тепĕр çуллăх отсрочка янă, 27 проччăн пачах (совсем) юрами. Н. Шинкус. Пăттине вара çисе, юлашкине юрами кив чашкă çине антарса, пĕр хĕррине юрами кашăк чиксе хучĕçĕ. Ашшĕ-амăшне. Юрами, пилсĕр хĕрĕмсем анчах куçăма курăнса тăраççĕ. Хăр. Паль. 42. Ачасем çывăрма халчченхи вырăна, ниме юрамине тухнă (негодный) сарая, карĕç.

юсман

(jусман), очень тонкая лепешка, из которой нарезывается салма. А. Турх. М. П. Петр. Юсман ― жертвенные блины. N. Тутлă тулăран, пĕчĕкçеççĕ, çӳп-çӳхе, çатма çинче, пĕçереççĕ, ăна юсман теççĕ. Юрк. Юсмана чӳк тунă чухне пĕçереççĕ. Тутлă (пресное) чуста тăваççĕ, çуртăри çăнăхĕнчен. Ăна етерпе çӳп-çӳхе хут пек çӳхе тăваççĕ; икерчĕ пек çаврака пулат. Çупа çулаççĕ. Вут çинче икерчĕ пĕçернĕ пек пĕçереççĕ. К.-Кушки. Ырсемсене кашнине юсманна йăвачапа кĕл-тунă. Собр. 233. Юмăç пăхтарса килсессĕн, киремете пăтăпа, юсманпа чӳклеççĕ. Вомбу-к. Юсман. Юсман икерчсем. Юсманпа чӳкленĕ. Хпарту чустинчен тăваççĕ. СПВВ. Юсман — çăмах, пашалу пек. Етрух. Унтан вара юсман икерчпе те çавăн пек тепĕр шурă тутăр çине хурса çыхать. Ст. Чек. Киремете ― юсманпа, шерпетпе, пылпа. Турра пашалупа (сăмсалă, кăкапалă), пăтăпа. Юсман — чӳклекен çӳхе, сарлака икерчĕ; пылпа сĕреççĕ. Пашалупа пăтă турра параççĕ. Пашалу сăмсине, кăваписене пĕр кашăк пăтăпа аслăк çине ытаççĕ. СПВВ. Юсман ― çӳхе пашалу. См. Магн. М. 46. Альш. Чăвашсем унта юсман таврашĕ пыра-пыра чӳкленĕ (в «ăвăслăх»). Макка. 233. Турра паратпăр, тесе, пăтă-юсман пĕçереççĕ; юсман хурăн çулçи пек, ăна пĕр 200 е 100 пĕçереççĕ. СПВВ. ИФ. Юсман çӳп-çӳхе. Сарсан, çупа çатма çинче пĕçереççĕ. Йĕтĕрпе сараççĕ.

йĕрĕх

(jэ̆рэ̆х’), первоначально — посвящение (предмет, посвященный духу), потом — название духа, впоследствии — злого. Среди предметов, находящихся в Русском Государственном Музее, имеется несколько йĕрĕх’ов, „покровителей рода“, напр., женское изображение — кукла, сделанная из тряпок, с красной головой, в чувашском костюме («кинемей», № 1416—1); кукла «мăнакка», № 146—8); лубяной короб («ват акай йĕрĕх(ĕ)»; это название дано йĕрĕх’у потому, что он «первоначально произошел от старой девы», № 1239—180); мужское изображение — кукла из тряпочек, с длинными седыми волосами на голове и подбородке («ĕмпичче», № 1416—3); подобная ей («ĕмпичче»), № 1416—10; два грубых изображения ребенка, в виде тряпочки, свернутой в трубку и перевязанной — в одном случае синей ниткой, в- другом — ниткой и тесемкой (№ 1416—5,6), несколько безграмотно описанных йĕрĕх’ов («идолов»), под № 967 — 1, 2, 3, 4, 5. Там же есть чувашское женское поясное украшение — енчĕк (№ 968—24), род кошелька, в котором «женщины носят жертвенные деньги, когда идут на поклонение йĕрĕх’у». Искаженные чуваш. названия я исправил. Начерт. 211. Йĕрĕх — литой идол, домашний бог. Магн. М. 75, 76, 78, 80, 81, 247 и др. Т. VI. Ильух(х)а йĕрĕхĕ, Малакай йĕрĕхĕ, Ятмăрса йĕрĕх, Силевер йĕрĕхĕ, Силевер тӳрри, Кукша йĕрĕхĕ, Кукша тӳрри, Çтаппан (scr. Стапан) йĕрĕхĕ, Уçка Терентей йĕрĕхĕ! Сире юсманпала, хурпала, ăшă xĕлхепеле асăнатпăр-витĕнетпĕр; айван-ашана каçар пире. Охотн. Начнем с „ириха“. Он невидим; местопребывание имеет в лукошке, сделанном из вязовой коры и помещающемся в клети, где-нибудь в углу, на дверью, как у нас (это было) в клети. Лукошко это, впрочем, может висеть и на другом месте, напр., на стене амбара, конюшни и другого какого-нибудь строения снаружи. Ирих посылает чувашам, относящимся к нему без достаточного уважния, как я сказал, наружные болезни. Если у чувашина начинают болеть глаза или на его теле появляются нарывы, сыпь, то он — или ио своему сознанию, или по совету „юмзи“ — варит из пшеничной муки кушанье, в роде киселя, так навываемое „мимĕр“. Затем, расплавив одну свинцовую ружейную дробинку, отливает маленькую блестящую монетку. Сделав в ней маленькое отверстие, продевает через него нитку, концы которой завязываются вместе в один узел. „Мимĕр“ и монетку он несет в тот дом, где находится наказывающий его „ирих“. Кто-нибудь из семейства этого дома, по просьбе принесшего „мимĕр“ и монетку, отправляется в клеть к „ириху“, захватив с собою и „мимĕр“ и монетку. „Ириху“ он молится, чтобы тот снял болезнь с принесшего „мимĕр“. Потом делает несколько земных поклонов, часть „мимира“, со столовую ложку, кладет он в лукошко, а свивцовую монетку вешает на гвоздь, на котором висит лукошко. Остальной «мимĕр» приносится в избу и съедается членами семейства этого дома. После такого моленья чувашин в полном убеждении, что болезнь его снимается «ирихом». Все семейные в той комнате, где ирих, имели серьёзный вид и гояворили только о деле и о вещах, не касающихся нравственности и религии (siс!). Хурамал. Йĕрĕхе, çăнăхпа чуста сарса, пĕчĕк-кăна чашăк тăваççĕ, унтан кĕрпепелен пăтă тăваççĕ; ăна пĕçереççĕ вара. Унтан вара хĕрлĕ çиппеле тăхлан шăратса çакаççĕ. Унтан вара ăна кайса çакаççĕ йĕрĕх çта пур, çта асăнсан: йывăçра пулсан, йывăç турачĕ çине кайса çакаççĕ; çуртра пулсан, çурт патне кайса пăрахаççĕ, хуçисене пĕлтерсе тиекенĕ кĕлетнех кĕрсе çакат. Шаймурз. Пирĕн кивĕ кĕлетре, алăк хыçĕнче, пĕр ленкес çакăнса тăрат. Çав ленкесре йĕрĕх пур, теççĕ. Çав йĕрĕх нумаййĕшне кĕсен-çăпан кăларат, суккăр, тăват, шыçă парат, теççĕ. Çавăнпа вара ăна çулă мимĕрпе пырса чуклеççĕ е тăхлан, пырса, шаратаççĕ. Çапла тусан вара, ыратни чарăнат, теççĕ. Тата çĕнĕ кĕрӳсем, пырса, салам параççĕ. Тата салам панă чух кулсан, килĕшмест, теççĕ. Çĕнĕ кĕрӳсем салам памасан, вăсене йĕрĕх тытат, теççĕ. Тата çав ленкесе пырса тĕртĕнсен те, хĕн-хупăр парат, теççĕ. (Тут же сказано, что от йĕрĕх’а происходят и глазные болезни при чем приведены случаи заболевания). N. Якор арĕм (= арăмĕ) варĕ йĕрĕхне ак çапла çырлахтараççĕ. Онта ĕлĕк Якор арĕм вилнĕ. Çавăн вырăнче халĕ йĕрĕх пор. Вăл, онта лаша ярсан, лашана ниста та ямаç, лашана çав коккăра илсе кĕрсе вĕлерет. Ст. Чек. Йĕрĕх кĕсен-çăпан ярат. Ib. Йĕрĕхе хушпу пек тунă, нухратпа (кузов); нухрат пăрахаççĕ. В. Олг. Йĕрĕх полнă перĕн ялта ватти, отаманĕ. Ялĕпех йĕрĕх полнă, пĕри полнă отаманĕ. Она параччĕ такасам; ялти çын шăпах килет те, парат. Первей çăнăх хорат, икĕ пус окçа хорат, кĕрпе хорат, асăнса она: мана отнаккă ту, тесе, хаман ту; эп сана така паратăп, тет; халчах парăп, тет. Пасара каят, илет така, пĕр полтинник парса илет. Каран пусаччĕ, пасартан кисен. Пуссан, йĕрĕхе поççанчĕ: çăпан ан кăлар мана, суат (= сыват) çăпантан, тет. Поççапат та, ашне çиет пӳрт-ăш халăхпа; шăннине çонтарат. Вара çырлахрĕ, çăпан тохмарĕ. Лаçра хиç-кил полнă, хиç-киле тăрăхла пĕрне çакнă; пусса çисессĕн, аш татăкки яраччĕ. — Йĕрĕхе çĕмĕртĕм, пĕрĕшне туеккине исе тохрăм, виç хут çавăрса çапрăм та, икĕ пуслăх окçасам тохса карĕç, çĕр полĕ; мана ним те полмарĕ, йĕрĕх ним те туимерĕ. Ч. С. Минчет тутарса килекенсем итем-карти патне çарăнаççĕ те, пĕри ху? вун-виçĕ пус, хуть вунă пус (унта тиркев çук) укçа илет те, упăшкипе матки йĕри-тавра çав укçана çавăрса, аяккалла ывăтса ярат. Ăна вăл: пур маткипе упăшкине çакланнă тăшмансем, матки килĕн-и йĕрĕхсем, упăшки килĕн-и йĕрĕхсем çав укçапа килĕшĕр (пусть умиротворятся), тесе, пăрахат. Собр. Йĕрĕхе чӳклес пулсан, тута хĕрне кĕсен тухать, теççĕ. Чертаг. Йĕрĕх йоманĕ; унта кăр-кунне саксам туса, вот хораччĕç ташлчĕç, ĕçсе çиса. Орбаш. Икĕрчĕк, кокăрчăк ехветер вати (чит. ватти) кокăрчăк. (Йĕрĕх). N. Е тата эсĕ — çавăнта çырмара çавă йăвăç кутĕнçе йĕрĕх пур, эсĕ, çавăнта ларса, шăнă та, çавăнти йĕрĕх тытнă сана, тет. Ст. Чек. Кутна йĕрĕх тыттăр! (Брань. Еi dicitur convicii loco, qui coram aliis pedere consueverit). СТИК. Мĕн пулнă кăна, тек йĕрет? — Тем йĕрĕх тытнă-ха ăна, ан тив! (Говорят об упрямом капризнике). Eлаур. Пирĕя ялта (Йалавăрта) чӳк тунă вырăнсем икĕ тĕлте: пĕри ту çинче, тепри ял варринче. Малтанхине киремет теççĕ. Çав вырăнсенче хурамасем лараççĕ. Вăл хурамасене никам та касмаççĕ; вĕсене кассан, çын вилет, теççĕ, йĕрĕх пусат, теççĕ. СПВВ. X. Ырутаман — название (местное? — в Тетюш. у.) одного на йăрăх (йĕрĕх). Жертва. Убеи (б. Буин. у.). Хĕрт-сурта йĕрĕх патăмăр. Макка 234°. Унтан тата, çак эпĕ çырнисене пурне те туса пĕтерсессĕн, тата йĕрĕх тăваççĕ. Ăна ак мĕншĕн тăваççĕ: е куç пăсăлнăшăн, е çăпан-кĕсен тухнăран, е тата юхана ерсессĕн,тăваççĕ. Ăна ак çапла тăваççĕ: пĕçереççĕ икерчĕ пăр(т)а(к)кă тăхлан шăратаççĕ те, вăсене çав йĕрĕх вырăнне кайса тăкаççĕ; ăна вара: икерчĕ лартрăмăр, теççĕ. Хăш-хăш чухне, пит хĕн-асапа кайсассăн, така та пусаççĕ. Ib. 222°. Йĕрĕх çукки кĕрсен, ăна пĕрпысăк тиркĕпе сăра ĕçтереççĕ. (Вирĕм). Хурамал. Йĕрĕх лартни. || Болезнь. Яргуньк. Авалхи çынсен йĕрĕх ятлă чир пулнă. Вăл чире ак епле чире каланă (siс!): е çăпан, е кĕç(= кĕçĕ), е шăтан-юхан ерсен: йĕрĕх тытрĕ, тесе, йĕрĕхе, чӳкленĕ, тенĕ. См. Рекеев. II, 3, III, 6; Золотн. 150; Мильк. 22, Мészáros 24—27, 113, 118, 149.

йĕтес

(jэ̆дэс, jэ̆д’эс), дужка, iugulum. См. етес охоти. Когда чувашская молодежь ломает дужку, то девушка ставит обыкновенным условием сплести эй пару девятилычных лаптей, а парень, со своей стороны, желает, что бы та ему сшила хорошенький кисет с кисточками. Последний служит любимым украшением парней, которые носят его при гостях, привязав к поясу, с левого бока. Н. Седяк. Йĕтес туртнă чух: вăлтмалла (улталамалла), вăлтăкана сăйламалла калаçăççĕ; кĕпе çĕлесе памалла калаçаççĕ; утмăл кашăк сăра ĕçтермелле калаçаççĕ. Епле кам кăмăлне килет, çапла калаçаççĕ. Йĕтес силлекенсем (сăйлакансем) ак çаплă тăваççĕ (пĕр йĕтесе иккĕн туртаççĕ): кӳлеççĕ кутăн пĕр çуна, çуна çумне вăрăм шерте çыхса, ун тăрне ялав çакаççĕ. Сăйлакан илет сăра е пыл, вара иккĕшĕ те, ларса, урама тухса каяççĕ. Лашине уттарса анчах çӳретеççĕ. Хăйсем вĕсем пĕр-пĕрин пиçиххине çыхаççĕ (свявываются куштаками), пылне хăйсем ĕçмеççĕ, урамри çынсене ĕçтереççĕ. Çапла йĕтес силлени вуласшăн туни анчах пулать. Утмăл кашăк сăрана кăмака çине лартса кашăкпа анчах ĕçтереççĕ. Çапла туни те шут тăвасшăн анчах пулать. Юрк. Йĕтес — дужка вместе с мясом. МС. Йĕтес туртас, ломать дужку.

ваен

неизв. сл. Макка 190. Ăна хывма пĕр чĕрес пĕр чашкă, пĕр сăра курки,—тата тепĕр кашăк, васана (чит. вăсана, т. е. вĕсене?) ваен савăт сани теççĕ; ун çинче хываççĕ. (Из опис. похоронных обр.).

ватă

(вады̆) или ват, старый, старинный, древний, ветхий. Ч. П. Ват, ват инке, ват пуçтарма тухсамăр. Яргуньк. Шăтан-юхан ерсен, йĕрĕх валли нимĕр пĕçерсе: ват аки (см. йĕрĕх), тытрăн-турăн пулсан, çырлах, тесе, хурама пĕрне-шне пĕр кашăк нимĕр янă. N. Çӳлте турă, çĕрте патша, сире кĕл-тăватпăр лайăх чĕлхе-çăварăмпа, таса чунăмпа, ырă кăмăлăмпа. Ырăлăх-сывлăх патăр, лайăх çынпа паллашма патăр; ватсене курсан, пичче темелле пултăр; çамрăксене курсан, шăллăм темелле пултăр; карчăка курсан, асанне темелле пултăр; çамрăк хĕрсене курсан, йăмăк темелле пултăр. Ача-пăчаллă пулччăр; ватăлса, шурă çуçлĕ пулаччен пурăнччăр. (Хĕве хупнă чух пиллени). Çăварни. Кам пĕрре усала вĕреннĕ, ват йăлапа çак сăмахсене итлесшĕн мар, вăл пĕлсе тăтăр... Ө. Никиф. Ват сăн çапнă (постарела лицом). Сред. Юм. Ват çăка е хорама котне «тôла тохсан», кота çăпан тохать, тет. (Народн. поверье). К.-Кушки. Эпир ăна илнĕ чухнех вăл ват лашаччĕ. Мы купили эту лошадь старою. N. † Ват тура пек какамай (т. е. кокамай), ыр кон-çолне халала (= халалла). Регули 715. Çав çын; ватăрах-хи, чăваш. Тот, постарше — чувашин. Сл. Кузьм. 63. Ватти — ватă мар, çамрăкки — çамрăк мар. Собр. Тăрсамăр, ачасем! амаш ватти килет, тет те, хыптарать те çунтарать. || Старость. Орау. Ваттăм çитрĕ-çке ĕнтĕ! Пришла моя старость! Ватту çитнĕ (твоя). Ватти çитнĕ (его). Бугулъм. † Выльсам-и, тантăш, ай, кулсам-и, çамрăк пуççу ватта юличчен. Альш. Ватта хирĕç кая пуçларăмăр ĕнтĕ (приближаемся к старости). Орау. Стариккин те ватти çитнĕ те, кушак пек кăмака тăрнчен (çинчен) анмаçть. Шурăм-п. № 25. Куккукĕ тĕрĕс каласа паманнине ватăрахпа (на старости лет) кураççĕ те, ăна ĕненми пулаççĕ. Г. Т. Тимоф. Ватă енне кайсан, çын ытларах калаçакан пулать çав. Senectus natura loquacior. Орау. Ватă енелле карăмăр ĕнтĕ (или: сулăнтăмăр). Ib. Ваттăм çитнĕ-çке ĕнтĕ манăн. Ядр. † Çавă Шăмат хĕрĕсене эпир илсе килмесен, ватта юлас сасси пур. || Старик, старуха, старики, старые люди. РЖС. Ватă ăна каланă. Старик сказал ему. Чăвашсем 4. Ватта курсан, чыслă тĕл пулса, чыслă иртсе кайтăр (по-желание ребенку в молитве). Альш. † Çакă килте пĕр ватă, ан калăрсам йывăр сăмахăра. П. И. Орл. Ватă хисепне кĕнĕ. Вступил в разряд пожилых (гов. о женатых, хотя и мододых). N. Ватта пăхан выçă çӳремен, утта (т. е. ута) пăхан çурран çӳремен, тет. Собр. † Ыраш шăркана ларнă чухне çара алпа ярса тытмарăм; яш пĕве кайнă чухне ватта ятран каламарăм. БВ. Ута пăхакан çуран çӳремен, ватта пăхакан выçă çӳремен. СПВВ. Ватăсем = стариксем. Альш. Авал ялти-йышри ĕçе ватă шухăшласа, ватă туса тăнă.

Виле çырми

овраг, гдс совершается поминальный обряд. Н. Яха-к. Çӳреме (ездить ио деревне) кайниссм килсен, кайлах апат çиеççĕ те, виле çырмине каяççĕ. Вăл çырма кашни ялăн пулать. Хĕр-арăмсем юлнă çимесене, шăммисене тата сăра илеççĕ. Çырмана çитсен, сĕтел туса, сĕтелли çине сăра лартаççĕ те, шăппăр каласа, хурлăхлă юрласа ташлаççĕ. Çапла ĕççе-çисе, юрласа ташласан-ташласан, аякрах кайса, юлнă çимесене, шăммисене çунтараççĕ. Хăйсем пурте вут урлă сиксе каçаççĕ. Вилнĕ çын та сăра ĕçтĕр, тесе, сĕтел çине сăра лартса хăвараççĕ. Тата вилнĕ çын валли чашăк-кашăксем пăрахаççĕ.

вилĕм

смерть, кончина. N. Вилес вилĕм пур çĕрте те пĕрех. N. Вилĕм куçа курăнса килмес. (Из письма). Книга для чт. 9. Хăшăнне (= хăшинĕнне) çамрăкла амăшне вилĕм килсе илсе каять. Ал. цв. 6. Мĕншĕн эпĕ унта вилĕм шыраса каятăп-ха? Зачем я пойду туда искать себе смерти? Ала 18. Вăл хăй айăплă пулнă пулсассăн, турă ăна çав тĕрлĕ вилĕмсенчен хăтарас çук (её). Ой-к. Çав ăстарикăн (= старикĕн) вилес вилĕмĕ çитнĕ (пришло время умирать). Собр. Вилĕм хĕрлĕ, теççĕ. (Послов.) N. Кона вилĕм час тивес çок. До этого не скоро коснется смерть. Ч. С. Пырса кĕрекене (чужих людей): мур ертсе килет вăл, тесе, çавăнтах çапса ӳкерсе, вилĕм хакне ӳкереç. (Хĕр-сухи). Псалт. 72,4. Вĕсен вилĕмĕнче ырра вĕренмелли çук, вĕсене хĕн кăтартни нимĕне те вĕрентмест. Сред. Юм. Ĕнер она хĕнесе вилĕм хакне ӳкернĕ те (избили чуть не до смерти), паян пăртак ôраланнă та, каллах çынпа вăрçса çӳрет. Н. Седяк. Вилĕм. Çын чунĕ тухсанах, кăмака çамкинче хăрăмпа çăмартана кашни хуратса, масар енелле ак çапла каласа ывăтаççĕ: çăмарта пек выляса кай, теççĕ. Çын вилсен, кăмака сакки çине япала лартмаççĕ, çын та лармас, унта вилнĕ çыннăн чунĕ ларать, теççĕ. Пĕр-пĕр çын вилсен, унăн хурăнташĕсем, ăна пĕлекен çынсем салат илсе пыраççĕ сăра тума. Çакăнтан вара ик-виç тĕрлĕ ĕç пуçланать: хĕр-арăмсем сăра тăваççĕ, макăра-макăра кĕпе çĕлеççĕ. Арçынсем тупăк тăваççĕ, хăшĕ çыннăн ӳтне çăваççĕ. Тупăк ăшне милĕк сараççĕ, пуçĕ айне кивĕ тумтирне хураççĕ. Тупăк ăшне çын ӳтне хунă чух: акă сана шурă пӳрт, теççĕ. Унăн какăрĕ çине хĕреслетсе пурçăн хураççĕ. Пурне те хатĕрлесе пĕтерсен, батюшка хушнă тăрăх, чиркĕве илсе каяççĕ. Кĕл-туса пĕтерсен, масар çине илсе каяççĕ; унта тупăк тунă чухне тухнă турпасĕсене те илсе кайса, масар патне тăкаççĕ. Хăшĕ çĕклесе каять, хăшĕ лашапа турттарса каять. Пĕкĕ çумне сурпан çинчен çыхакан тутăра çакаççĕ. Çын ӳтне шăтăка хураччен, пĕр-икĕ пус укçа; «çĕр укçи», тесе, пăрахаççĕ. Унтан вара тăпра яра пуçлаççĕ; унăн тăприне пурте таптама тăрăшаççĕ. — Тăпру çăмăл пултăр, ыр вырăнта вырт, теççĕ. Пытарса пĕтерсен, хĕрес кутне çăкăр татса: умăнта пултăр, тесе, пăрахаççĕ. Вилнĕ çынна çĕклесе кайнă наçилккесене (носилки) çавăнтах пăрахса хăвараççĕ. Пытарма кайнă çынсем таврăнсан, пĕр(и) пусма çине шыв илсе тухса ыйтать: кăçта карăр? тет. Лешсем: харам ĕçе карăмăр, теççĕ. Унтан вара пурте аллисене çăваççĕ те, тӳрех, пӳрте кĕмесĕрех, унччен хутса пултарнă мунчана каяççĕ. Çын пытарма кайнă вăхăтра киле юлнă хĕр-арăмсем, пӳрте тасатса, икерчĕ пĕçерсе, чăхă пусса, мунча хутса хураççĕ. Мунчаран таврăнсан, вилнĕ çынна хываççĕ (икерчĕ татса пăрахаççĕ); умăнта пултăр, теççĕ. Ĕçеççĕ, çиеççĕ; унтан вара пытарма пынă çынсене икшер-виçшер сĕвем çĕлен-çип параççĕ; çав çипне вĕсем пиçикки çумне çакса каяççĕ. Вилнĕ çыннăн чунне тамăк хуранĕ урлă çĕлен-çип тăрах каçараççĕ, тет. Çынсене панă çип те çавна анчах пĕлтерет. Тунă сăрине кашни эрне-каç, вилнĕ çынна хывса, асанса, ĕçеççĕ. Кашни эрне-каç çынсем икерчĕ, çурта тума ăвăс илсе, пыраççĕ. Аслă пумилккене Чăвашсем вăтăр кунтан, хĕрĕх кунтан е икĕ эрнеренех туса ирттереççĕ. Аслă пумилккеччен кашни эрне-каç, алăк патне сĕтел лартса, пĕрене çумне çуртасем çутса, чашăк çине хываççĕ. Пуш чашăка çуртасем айне, пĕрене çумне, сак çине лартаççĕ. Çав çашăк çине сĕтел çинчен пĕрер татăк, пĕрер кашăк апат яраççĕ: умăнта пултăр, теççĕ. Сăра хывма урăх савăт, чашăкпа юнашарах, лартаççĕ. Пурте хывса пĕтерсен, кăларса, урам хапхи тул енне тăкаççĕ. Тăкнă яшка-çăкăра йăтăсем çисе яраççĕ. Вилнĕ çын умне пĕр япала та юлмасть, анчах чăвашсем: вăл унăн шăршипе тăранса пурăнать, теççĕ. Тăкнă яшка-çăкăр шăрши вилнĕ çын патне çĕр витĕр каять, теççĕ.

виççĕн

трое, втроем. Юрк. † Виççĕн пĕр йĕкĕте саврăмăр. Н. Т. Ч. Ватăраххисем виççĕн виçĕ чашăк какай тытаççĕ (во время моленья). N. Сире порăнма лайăх тор калатăр; иккĕн выртса, виççĕн тăма сире тора калатăр. (Пожелание новобрачным).

эрне-çĕр

вечером накануне пятницы. Аттик. См. çураçма. Аттик. Çавăнпа, çын вилсенех, пумелккине тăваччĕн, юри пасартан пĕр явăç чашăк, йăвăç курка сутăн илсе, çав чашăк çине тĕрлĕ çимĕç пĕçерсе, кашни эрне-çĕр вилле асна-асна (=асăна-асăна) хываççĕ.

ывăсă

то же, что ывăс. Хĕн-хур. Çапах та пĕр-пĕр япала: е чашкă, е ывăсă, е çĕçĕ, е кашăк-мĕн хуçăлсан, çĕмĕрĕлсен, çухалсан-тусан, Анушах аяпланă. Охотн. Говядину крошат у нась на дерев. дощечке, так называемом ывыс, с ручкой. Ывысь — по русскому выговору, а по чувашскому — ывăсă. Ст. Яха-к. Хуран ывăсси.

илмĕш кун

(Ил'мэ̆ш кун), на другой день (= тепĕр кун). Ст. Чек. || Накануне (во многих говорах). || В следующих ниже текстах значение этого выражения непонятно; может быть, оно имеет здесь различные значения. Александр Етрухин, Цив. Чăваш хăй арăмĕпе ĕçке кайни. Ĕçкине малтан хыпар (яраççĕ) пасартан е, хăйсемех кайса, чĕнсе çӳреççĕ. Сăра (ĕ)çме чĕнсен, вара арĕмĕпе упăшки, тумланса, кучченеçпе каяççĕ, а кучченеçне илмĕш (scr. илмеш) кунех пĕçереççĕ. Кучченеç уна пĕр хутаç чикеççĕ унта тĕрлĕрен: виçĕ пӳремеч, 4 кукăль, 5 кулач. Пӳремечисем паранкăран, кукăлисем кĕрпе кукли е пăрçа кукли, а кулачисем пăри кулачи е тулă кулачи. Вара çапла хăнана каяççĕ. Александр Етрухин, Цив. Чăвашсем ял хушшинчи чир-чĕре халăхпа тасаттарни. Акă епле. Ялта чир питĕ нумай пулать, вара çав ялта пĕр виçĕ е тăватă çын тупăнать чĕшмешшисем; вăсем вара калаççĕ: яла чир килчĕ, ĕнтĕ темĕн курăпăр-ха; путех таврари ялсем, тасатса килсе, пирĕн пусса тăкрĕçĕ пулĕ, çавăнпа пирĕн яла чир килчĕ. Пирĕн те ĕнтĕ тасатас пулать ял хушшине. Вара вăсем, халăх пуху пулсан е куланай патне пуçтарăнсан, калаççĕ: эй рипатă-халăх! Пирĕн яла чир килч-çке; мĕн тăвăпăр ĕнтĕ? тет... Вара халăхĕ те кăçкăрат: майне пĕлекенсем тасатăр эппин, теççĕ... Вара унтан илмĕш (scr. илмеш) кунне чăнахах çав тĕшмĕш çынсем пĕр пилĕкĕн тухаççĕ пурте хутаçпа, килĕрен чĕслĕрен çăнăх-салат, çăв, тăвар пуçтарса ялĕпех тухаççĕ. Уна вот епле пуçтараççĕ: пĕри ыраш çăнăх хутаççи çакнă та у унта ыраш çăнăх пуçтарать; тепри урпа çăнăхĕ пуçтарать; тепри салат пуçтарать, тепри тăвар пуçтарать, тепри çăв пуçтарать. Усем пурте пĕрле пуçтарса çӳреççĕ. Пуçтарса çӳренĕ чухне, калаççĕ: эпир чир-чĕре, усал-тĕселе тасатас тесе калаппăр-çке-ха. Вара кил-хуçи калать вĕсене: юрать, юрать; ăçтан-та-пулин сиппи килĕ-и, чипер çырлахтăр ĕнтĕ, тесе, чĕслĕрен çăнăхсем, салатсем парса ярать. Усем хапхаран тухса кайнă чухне, нимĕн пăхмасăр пӳртне чупса кĕрет те, пĕр курка тăрă шыв илсе тухса, урамала чашт! сапат. Çакă шыв пек тасалса, тухса кайтăр чир-чĕр, усал-тĕсел, ырă-хаярсем! тесе калаççĕ килĕ хуçисем. Вара çав пуçтарнă çăнăх, кĕрпе-салатсене пĕр чухăн, начар çын патĕнче пĕçереççĕ; ыраш çăнăхĕнчен çăкăр пĕçереççĕ, урпа çăнăхĕнчен пашалу пĕçереççĕ, кĕрпинчен пăтă пысăка хуранпа пĕçереççĕ, салачĕнчен сăра тăваççĕ. Сăрине тусан, юççе çитсен, илмĕш (scr. илмеш) каç нумайăн пухăву (sic!) пуçтарăнса, чир-чĕр пăтти çиеççĕ. Пăттине пуçтарнă çăв нумай пулсан, пăтă варрине чашăк варине çара çăв туса çийеççĕ. Унтан, çисе-ĕçсе пĕтерсен, юлашкине, ютă пусса канса, пăрахаççĕ. Унта акă епле кайса пăрахаççĕ: пăртак çăкăрне, пашалуне, çăвне чашки-кашки, сăри куркипех пăрахаççĕ. Тата пĕр çур ăштав эрех пĕрте ватмани пăрахаççĕ. Усене çав ĕçсе çийекен ертелтен суйлаççĕ икĕ çына. Усем вара çав парнесене çапла, кайса, тăкаççĕ.

уйрăм-уйрăм

по отдельности. Ходары. Вăлсене (киреметям) пурне те уйрăм-уйрăм пĕрер чашăк (пива) чӳклеççĕ. (Тайăн сăра). Сборн. по мед. 17. Уйрăм-уйрăм ырă çынсем те вĕсене нумаях тăваймаççĕ.

улма

олма, яблоко. Т. М. Матв. Улма çисен — кулма. Сред. Юм. Олма çыххипе ларать. Яблоков очень много. Вомбу-к. Олма юçĕтсе çиеççĕ. Шаймурз.). Мĕншĕн, савнийĕм, ку тĕрлĕ матур пултăн? куçăхăн-ĕçке, ылттăн улмаçăм! Кам. Враг. Ай-хай, тăванăмсем, ай, чунăмсем, сатра пиçнĕ сарă улмамсем. Шурăм-пуç, № 24. Килте тата улмасем те ӳкнĕ пулĕ-ха. N. Хусанта илнĕ хура тутăр, улма пек, улма пек шурри пур. ld. Улма парăп, улма çиеессĕн; чунма парăп, хама савсассăн. Рак. Ку тĕнчере мĕн хуйхă пур? — улма пекех чунăм пур! Лашман. Улма кашăк аври, ай, сăрлама вуник мăскал шурă сăр кирлĕ. N. † Икĕ улма пек куçма шăла-шăла... N. Улма-йывăçĕнчен улми аякка кайса ӳкмес, теççĕ. Шурăм-пуç, № 19. Улма праçникчен улма ан çийĕр: мăн-аçи çапать. † Олăх ути олма пек, пирĕн йысна олпут пек. Картофель. Завражн. Олма, картофель. || Белеб. Улма — нашивка в виде полоски на спине женской рубашки (в Ибряйкине эго наз. сунтăх. Сообщ. Н. Романов).

уманта пултăр

(умĕнче пултăр, умăрта пултăр), да будет перед тобою (им, ею, ими, вами), формула поминовения усопших, употребляемая при libatio. Ч. С. Пирĕн, вилсен, леш тĕнчере те çакăнти пекех ака-суха туса, ĕçкĕ-çикĕ туса пурăнать; кам кунти тĕнчере пуян пурăнса, ĕçкĕ-çикĕ туса, çынна ĕçтерсе çитерсен, унăн вара пурте умĕнче пулать, теççĕ. Хăш-хăш пуянтарах çынсем çавăнпа, вилсен, лайăх пурăнас тесе: хамăр пурăннă чух лайăх ĕççе çиер, теççĕ. Тата хăш-хăш пуянтарах çынсем, вилнĕ чух: кӳлсе çӳреме лаша кирлĕ пулĕ, тесе, ватă лаша пусма каласа хăвараççĕ. IЬ. Çынсем, пырсанах, курка парчĕç те, çынсем, кашт тăкса: Михали пичче (покойник), сан умра пултăр!, теççĕ. Аттик. Эсир те эпир мĕн ĕççе çинине, ĕççе çисе каяр, мĕн пани сирĕн умра пултăр. (Молитва к мертвецам в çураçма) Шаймурз. Унтан вара вăл хăй ăшĕнче турра кĕлтуса, икерчĕ хуççа илет те: атте, умăнта пултăр! Анне, умăнта пултăр! тесе, чашăк çине пăрахать. (Ваттисене хывни). Яха-к. Ядр. Ачам, умăнта пултăр (обращение к умершему при обряде «хывни» в «сĕрен»). Вил йăл. Пурттине пăрахнă чухне те, шывне ăснă чухне те (вообще при каждом действии) калаççĕ: умăнта пултăр! теççĕ. Охотн. Килĕр-ха, ĕçер-çиер; вилсен, пурте хамăр умра пулĕ (слова дедушки при угощении гостей). См. Магн. 117, 170.

Кашăк опашки

часть ложки, которою берут кушанье. Сред. Юм. Мана кашăкăн ôпашки пôлтăр, йорать. Кашăк ôпашки, тесе, кашăкăн яшка ăсса илекен варакне (углубление) калаççĕ.

урлă сак

орлă сак, нары. К.-Кушки. Сред. Юм., КС. М. И Петров. «Урлă сак — скамейка». Вомбу-к. Урлă сак ик айккинчех полнă. Ст. Яха-к., Ядр. у. Çурта çунса тăнă çĕре, алăк патĕнчи урлă сак çинь икĕ алтăр е икĕ чашăк лартса хывма пуçлаççĕ. (Сĕрен).

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

блюдо

сущ.сред., множ. блюда (блюд, блюдам)
1. (син. тарелка) чашăк; глубокое блюдо тарăн чашăк
2. (син. кушанье) апат, çиме; первые блюда пĕрремĕш çимесем (яшка таврашĕ); вторые блюда иккĕмĕш çимесем (шаркку, пăтă, катлет таврашĕ); третьи блюда виççĕмĕш çимесем (чей, компот таврашĕ); чувашские национальные блюда чăваш халăх апачĕсем

дюжина

сущ.жен.
вун иккĕ (пĕр йышши япаласен шучĕ); дюжина ложек вун икĕ кашăк ♦ чёртова дюжина вун виççĕ

ложка

сущ.жен.
кашăк; чайная ложка чей кашăкĕ

миска

сущ.жен.
чашăк, тирĕк (пĕчĕкки); эмалированная миска эмальленĕ чашăк

плоский

прил.
лаптак, лапчăк; тикĕс, тӳрем; плоская поверхность тӳрем çи; здание с плоской крышей лаптак тăрăллă çурт ♦ плоское блюдо ăшăх чашăк; плоская шутка кăнттам шӳт

серебряный

прил.
кĕмĕл ...; кĕмĕл -ĕ; серебряная ложка кĕмĕл кашăк; серебряный рудник кĕмĕл рудникĕ

столовый

прил.
апат -ĕ; столовая ложка апат кашăкĕ, пысăк кашăк ♦ столовая свёкла хĕрлĕ кăшман

фаянсовый

прил.
фаянс...; фаянс -ĕ; фаянсовое блюдо фаянс чашăк

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

чашечка

1. пĕчĕк чашăк; 2. чечек чашки; чашечка жёлудя йĕкел калпакĕ, йĕкел шлепки.

чашка

1. чашăк, курка; чайная чашка чей курки, чей чашки; 2. икерчĕ; надколенная чашка чĕркуççи икерчи; 3. ывăс; чашка весов тараса ывси.

тесло

пулле, карă; тесличка ложкарная кашăк пулли.

блюдо

1. сĕтел çине апат-çимĕç хурса лартакан чашăк-тирĕк; 2. тĕрлĕ йышши апат-çимĕç.

буфет

буфет (1. чашăк-тирĕк, ĕçме-çиме тытмалли шкап; 2. ресторанта, учрежденире, пăрахут çинче чугун çул станцийĕнче тата урăх çĕрте апат-çимĕç сутмалли пӳлĕм).

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

блюдо

с. 1. чашăк, тирĕк; 2. блюдо (пĕр-пĕр йышши апат); обед из трёх блюд виçĕ блюдăран тăракан апат.

греметь

несов. 1. кĕрле, кĕмсĕртет, янра; гремит орудийный залп тупă сасси кĕрлесе каять; гром гремит аслати (е аçа) авăтать; гремит колокольчик шăнкăрав сасси янăрать; 2. чем чăнкăртаттар, шакăртаттар, кĕмсĕртеттер; греметь саблей хĕçпе чăнкăртаттар; греметь посудой чашăк-тирĕкпе шакăртаттар; 3. перен. разг. (говорить громким голосом) янăра, янка, янăраттар; 4. перен. (славиться) кĕрлесе тăр, паллă пул чапа тух; имя его гремело повсюду ячĕ ун пур çĕрте те кĕрлесе тăнă.

зазубрина

ж. шăл, катăк; нож с зазубринами тĕрĕнсе пĕтнĕ çĕçĕ; ложка с зазубринами катăлса пĕтнĕ кашăк.

золочёный

прил. ылтăнланă, ылтăнпа витнĕ (сăм. кашăк).

колотить

несов. 1. по чему, во что (стучать) шакка, тӳнклеттер, çап; 2. что (выбивать пыль) хулла, шакка; 3. кого, разг. (бить) ват, хĕне, хĕрт, кӳпке; 4. что, разг. (разбивать) ват, çĕмĕр (чашăк-тирĕк); 5. кого, разг. (трясти) силле, чĕтрене ерт.

ложка

ж. кашăк; чайная ложка чей кашăкĕ; серебряная ложка кĕмĕл кашăк; разливательная ложка çăпала; ◇ ложка дёгтя в бочке мёда погов. пыл пички çине пĕр кашăк тикĕт (ырă ĕçе, япалана пĕр усал сăмахпах пăсни çинчен); через час по чайной ложке погов. питĕ хуллен, вăраххăн, аран-аран.

миска

ж. миска, чашăк.

надтреснутый

прил. 1. çурăк, çурăлнă; надтреснутая чашка çурăк чашăк; 2. перен. çурăк, чăрăлти; надтреснутый голос чăрăлти сасă.

накладной

прил. 1. çиелтен витмелли (е витнĕ); ложка накладного серебра кĕмĕл витнĕ кашăк; 2. (искусственный) хушса хунă (е лартнă), çыпăçтарнă; накладная борода çыпăçтарнă сухал; ◇ накладные расходы хушăнакан тăкаксем (тавар хакĕ çумне хушăнаканнисем).

опрокинуться

сов. 1. (повалиться; перевернуться) тӳн, ӳпĕн, тӳнсе (е ӳпĕнсе) кай; йăванса кай, чикелен, вăйкăн; чашка опрокинулась чашăк тӳнсе кайрĕ; 2. (упасть на спину) месерле ӳк, кĕлерĕн.

паршивый

прил. 1. (больной паршой) кутăркаллă, кукшаллă, кĕсенлĕ; 2. перен. разг. (дрянной) усал, начар, латсăр, ниме юрăхсăр; паршивая погода усал çанталăк; паршивое настроение пăсăк кăмăл; ◇ паршивая овца все стадо портит посл. соотв. пĕр кашăк тикĕт пĕр пичке пыл пăснă, тет.

плетёнка

ж. разг. 1. лăпă, кăшавай; кăрман; плетёнка для сена утă кушелĕ; плетёнка для ложек кашăк пĕрни; 2.: плетёнка лука сухан мăйи.

плошка

ж. плашка, тăрăхла çатма, ăшăх чашăк.

полоскательница

ж. чашăк чӳхемелли (савăт).

посуда

собир. 1. савăт-сапа, кашăк-чашăк, чашăк-тирĕк; стеклянная посуда кĕленче савăт; столовая посуда чашăк-тирĕк; убирать посуду савăт-сапа пуçтар; 2. разг. (сосуд) савăт.

прибор

м. 1. (устройство) прибор, хатĕр; измерительные приборы виçев приборĕсем; угломерный прибор кĕтес виçмелли прибор; письменный прибор çыру хатĕрĕсем; 2. (комплект) савăт-сапа; столовый прибор кашăк-чашăк; бритвенный прибор сухал хырмалли хатĕрсем.

разбитый

прил. 1. (расколотый, с трещиной) çурăк, ванчăк, çĕмрĕк; разбитая чашка çурăк (е ванчăк) чашăк; разбитый колокол çурăк чан; 2. (повреждённый) пăсăк, çĕмрĕк; разбитая машина пăсăк машина; 3. (раненый) аманнă; разбитая рука аманнă ал; 4. перен. (погибший, разрушенный) хуçăлнă, ваннă, путланнă; разбитые надежды путланнă ĕмĕтсем; 5. (побеждённый) парăннă, çапса çĕмĕрнĕ; разбитый враг çапса çĕмĕрнĕ тăшман; 6. (ставший бессильным, нетрудоспособным) халсăрланнă, ывăннă, вăйсăрланнă; чувствую себя разбитым хама ывăннă пек туятăп; разбитый параличом шалкăм çапнипе халсăрланнă; ◇ оказаться у разбитого корыта см. href='/s/корыто.'>корыто.

розетка

ж. розетка (1. тумтир çинчи хăю эрешĕ; 2. пыл е варени хумалли чашăк; 3. тех. электричество приборĕсене сете кĕртмелли хатĕр).

с

(со) предлог 1. с род. п. (на вопрос «откуда?») ⸗тан [⸗тен], ⸗ран [⸗рен], çинчен; встать с места вырăнтан тăр; убрать посуду со стола сĕтел çинчен кашăк-чашăк пуçтар; он вернулся с работы вăл ĕçрен таврăнчĕ; 2. с род. п. (при обозначении лица, предмета как источника, начала возникновения чего-л.) ⸗тан [⸗тен], ⸗ран [⸗рен]; с чего начать? мĕнрен пуçламалла?; спор начался с пустяков тавлашу пустуйранах тухса кайрĕ; 3. с род. п. (при обозначении начального момента какого-л. действия или события и в сочетаниях «с... до...») ⸗танпа [⸗тенпе], ⸗ранпа [⸗ренпе], ⸗тан [⸗тен] пуçласа; ⸗ран [⸗рен] пуçласа; с детства ачаранпа; с прошлого года пĕлтĕртенпе; с утра до ночи иртен пуçласа çĕрлеччен; 4. с род. п. (при обозначении местоположения, местонахождения предмета или лица) ⸗тан [⸗тен], ⸗ран [⸗рен], çинчен; говорить с трибуны трибуна çинчен кала; с правой стороны сылтăм енчен; 5. с род. п. (при обозначении предмета или лица, от которого требуется или отнимается что-л.) ⸗тан [⸗тен], ⸗ран [⸗рен]; получить деньги с заказчика заказчикран укçа ил; с гектара сто пудов гектартан çĕр пăт; 6. с род. п. (при обозначении предмета, являющегося оригиналом, образцом, единицей счёта) ⸗тан [⸗тен], ⸗ран [⸗рен]; брать пример с передовиков малтисенчен тĕслĕх ил; перевести с чувашского чăвашларан куçар; 7. с род. п: (на основании чего-л., следуя чему-л.) ⸗па [⸗пе], ⸗са [⸗се ], тăрăх; с разрешения директора директор ирĕк панипе; с вашего согласия сирĕнпе килĕштерсе; 8. с род. п. (по причине, по случаю чего-л.) ⸗па [⸗пе], ⸗са[⸗се ], пула; сказать со злости тарăхнипе кала; с перепугу хăранипе; с горя хуйхăпа; 9. с род. п. (при помощи, посредством чего-л.) ⸗па [⸗пе], ⸗ран [⸗рен]; писать с большой буквы пысăк саспаллинчен пуçласа çыр; кормить ребёнка с ложечки ачана кашăкпа çитер; 10. с род. п. (при обозначении способа, приёма осуществления действия) ⸗са [⸗се], ⸗тан [⸗тен], ⸗ран [⸗рен]; стрелять с колена чĕркуçленсе пер; ударить с плеча сулса ярса çап; 11. с род. п. (со словами «довольно», «достаточно», «хватит» и т. п. при указании на достаточность чего-л.) ⸗тан [⸗тен] çитет, ⸗ран [⸗рен] çитет, çителĕклĕ; довольно с тебя санран çитет; 12. с род. п. (с количественным словом употребляется при обозначении предмета, действия, необходимого или достаточного для достижения чего-л.) ⸗пах [⸗пех], ⸗сах [⸗сех]; с первого взгляда пĕрре пăхсах (е курнипех); 13. с вин. п. (приблизительно, почти) чухлĕ, яхăн, таран, пек; прожить с месяц уйăха яхăн пурăн; 14. с тв. п. (при указании на совместность, связь, сопутствование кому-чему-л.) ⸗па [⸗пе]; отец с сыном ашшĕпе ывăлĕ; хлеб с маслом çупа çăкăр; взять с собой хăвпа ил; 15. с тв. п. (при посредстве кого-чего-л. и при обозначении цели действия) ⸗па [⸗пе]; мыть с мылом супăньпе çу; явиться с докладом докладпа пыр (е кил); 16. с тв. п. (при обозначении принадлежности, обладания кем-чем-л.) ⸗лă [⸗лĕ]: женщина с ребёнком ачаллă хĕрарăм; 17. с тв. п. (при указании на содержимое или содержание чего-л.): мешок с мукой çăнăх миххи (е çăнăхлă михĕ); бутылка с молоком сĕт кĕленчи; 18. с тв. п. (в знач. образа действия) ⸗са [⸗се ], ⸗ăн [⸗ĕн]; слушать с вниманием тимлĕн итле; 19. с тв. п. (при наступлении чего-л.) çемĕн май, ⸗па [⸗пе]; с возрастом характер меняется çитĕннĕ май характер улшанать; 20. с тв. п. (при обозначении времени или события, явления, с наступлением которого осуществляется какое-л. действие или возникает какое-л. состояние) ⸗па [⸗пе] пĕрле; ⸗сан [⸗сен]; встать с зарёй шурăмпуçпе пĕрле тăр; с заходом солнца хĕвел анаспа; с жиру бесится мăнтăрпа асать; проживите с моё ман чухлĕ пурăнса пăхăр-ха; мальчик с пальчик пӳрнеккей; с минуты на минуту кĕç-вĕç, халь-халь; со дня на день паян-ыран; ни с того, ни с сего пĕр сăлтавсăр.

серебро

с. 1. кĕмĕл; 2. собир. (изделия) кĕмĕл..., кĕмĕл тавраш, кĕмĕл япала; столовое серебро кĕмĕл кашăк-чашăк; 3. (блеск) кĕмĕлĕн, кĕмĕл тĕслĕ; вода отливала серебром шыв кĕмĕлĕн йăлтăртатнă; 4. собир. (деньги) кĕмĕл укçа.

столовый

прил. 1. сĕтел ⸗ĕ [⸗и]; столовый ящик сĕтел ещĕкĕ; 2. апат ⸗ĕ [⸗и], çимелли; столовая соль апат тăварĕ; столовая ложка апат (е яшка) кашăкĕ; столовое бельё сĕтел çиттисем; столовое серебро кĕмĕл кашăк-чашăк; столовая свёкла хĕрлĕ кăшман; столовая тыква çимелли кавăн; столовое вино апат эрехĕ (ним хушмасăр йӳçĕтнĕ иçĕм эрехĕ).

судок

м. 1. судок (соус, подливка тытмалли хăлăплă чашăк; уксус, пăрăç, горчица тытмалли савăт); 2. мн. судки (для переноски еды) судок (пĕр-пĕрин çине лартса илсе çӳремелле тунă кастрюльсем).

Йоханнeс Бeнцингăн (Benzing) нимĕçле-чăвашла словарĕ

Löffel

kaşăk
кашăк

Schüssel

tirĕk(kĕ), caşăk
тирĕк(кĕ), чашăк

Tasse

caşăk, miskă
чашăк, миска

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

калак

«лопаточка»; «мутовка»; «лопасть». в старое время лопаточка употреблялась вместо чайной ложки, ею ели мёд и яйца, сваренные всмятку; калак шăмми «лопатка»; кирг. калак «совок»; «доска для раскатывания теста»; «весло»; казах. калак «совок»; «деревянная лопаточка для выгребания золы»; «крыло»; башк., тат. калак «чайная ложка»; «лопатка для шпаклевки»; «лопасть»; тат. калак сояге, башк. калак кӧйәге «плечевая кость»; алт. В кăлак «большая ложка»; «дуршлаг»; «мешалка»; «брусок для точки кос на сенокосе»; уйг. калак «совок», «лоток»; «весло»; ног. калак «лопатка»; кумык., калак «лопасть». Проф. Н. К. Дмитриев калак сближает с кашык «ложка». „Едва ли можно сомневаться в том,— пишет он,— что кашык (чув. кашăк) является вариантом типа ш к варианту типа л калак < калык» (ИСГТЯ I, 321).

кашăк

«ложка»; МК, АФТ кашук, кирг., туркм., тур., тат., карач., кумык., башк., тат. кашык, казах., к. калп., ног. касык, уйг. кошук, узб. кошик, алт. В кажык, азерб. гашыг, хак. хазых «ложка». Проф. Н. К. Дмитриев кашăк считает вариантом калак. ср. перс. (гашог).

тирĕк

«большое деревянное блюдо»; тирĕк-чашăк «столовая посуда»; чаг. тӳрӳк «блюдо с кушаньями», «стол с кушаньями» (Будагов. I, 351).

чашăк

«чашка»; чей чашăкĕ (чашки) «чайная чашка»; йывăç чашăк «деревянное блюдо». Заимствовано из русск. чз.

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

патнус

п.в. Сĕтел патне апат-çимĕç йăтса пымалли тата пушаннă чашăк-тирĕке леçмелли хатĕр; ывăс, поднос. Вăл, Мускаври чи чаплă ресторан официантки пек вăр-вар çаврăнса, хăй йăтса килнĕ патнусне сĕтел хĕррине лартрĕ. А.Талвир, 1979, 351 с. Ресторанра, ав, официантсем патнус çине вунă-вунпилĕк турилкке утлантараççĕ. К-н, 1986, 14 /, 8 с. Кăчăк туртсанах чупаççĕ патнуспа хупахçăсем. К.Бельман, 1999, 221 с. — пăхăр патнус (Я-в, 1967, 6 /, 21 с.); йывăç патнус (Х-р, 7.10.1998, 3 с.). — Ашмарин, IX, 134 с.

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

потир

чиркӳре кĕл тунă чухне кирлĕ аялтан тыткăллă тунă чашăк. Чиркӳре кĕл тунă чухне тыткалакан савăтсемпе ытти кирлĕ япаласем çаксем: аялтан тыткăлă тунă чашăк (потир, урăхла чаша) <…> [Наставление 1896:164].

ăскăч

курка. Хуçа хыççăн унăн арăмĕ тарăнах мар пилĕк йывăç чашăк тата чăвашсен вĕчевĕ евĕрлĕ сăра ăсмалли ăскăч (курка) илсе кĕчĕ [Кириллов 1988:92].

Çавăн пекех пăхăр:

кашăк курăк кашăк пĕрни кашăк чĕрес кашăк-тирĕк « кашăк-чашăк » кашăкçă кашăклăх кашăл кашăлтат кашăн

кашăк-чашăк
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150