Шырав: урăх

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

ай

II. частица

1. вопр.
ли, разве, или
ай эсĕ вăраннă та? — разве ты уже проснулся?
ай урăх кĕнеке парас-и сана? — или дать тебе другую книгу?

акклиматизаци

акклиматизация (урăх климат условийĕсене хăнăхни е хăнăхтарни)

аранжировка

аранжировка (пĕр инструментпа калама çырнă музыка произведенине урăх инструментсем валли майлаштарни)

арпаштар

4.
путать, принимать за другого, за другое
эпĕ ăна урăх çынпа арпаштарнă — я спутал его с другим человеком

астробиологи

астробиология (урăх çăлтăрсем çинче пурнăç пулма пултарнине тĕпчекен ăслăлăх)

вăрлăх

2.
порода
урăх вăрлăх выльăх туян — завести скот другой породы

изоляционизм

изоляционизм (урăх çĕршывсемпе хутшăнмасăр пурăнас принцип)

иммиграци

иммиграция (урăх çĕршыва яланлăхах пурăнма куçса пыни)

йышши

2.
относящийся к какому-л. сорту, разряду, типу
пăрçа йышши культурăсем — бобовые культуры
пĕр йышши — однообразный, однородный
хаклă йышши — дорогой, драгоценный
урăх йышши — другого сорта, типа, вида
шултра йышши çĕр çырли — сорт крупной клубники
осетр йышши пулăсем — осетровые, семейство осетровых

карбид

карбид (углеродпа урăх япала хутăшĕ)

колони

2.
колония (урăх çĕршыва е çĕнĕ çĕре куçса кайнă çынсен ушканĕ)

кунти

здешний, находящийся, живущий здесь
эпĕ кунтисем мар — я не здешний
вăл кунтине кам пĕлнĕ — кто знал, что он здесь
кунти пек çутçанталăк урăх ниçта та çук — такой природы, как здесь, больше нигде нет

куç

II. глаг.

1.
перемещаться — перевод зависит от контекста:
двигаться, передвигаться, переходить, переезжать, перебираться и т. д.

куçса кай — переехать, переселиться (отсюда)
çĕнĕ çĕрсем çине куçса кай — переселиться на новые земли
куçса кил — переехать, переселиться (сюда)
вăр пурăнма пирĕн пата куçса килчĕ — он переехал жить к нам

куçса лар —
1) передвинуться, пересесть
çывăхарах куçса лар — подсесть поближе
2) переселиться (в пределах одного села, района)
куçса пыр — переходить, передвигаться

класран класа куçса пыр — переходить из класса в класс
сулăмпа куçса пыр — двигаться по инерции
куçса çӳре — переходить, переезжать с места на место, кочевать
куçса çӳрекен библиотека — уст. передвижная библиотека
куçса çӳрекен халăх — кочевой народ, кочевники
урăх ĕçе куç — перейти на другую работу
чир ӳпкене куçрĕ — болезнь перешла на легкие

куçар

1.
перемещать
— перевод зависит от контекста и ситуации:
передвигать, перевозить, переносить, переводить, перебрасывать и т. д.
сехет йĕппине куçар — перевести стрелку часов
çарсене кăнтăр фронтне куçар — перебросить войска на южный фронт
предприятие урăх вырăна куçар — перебазировать предприятие на новое место
шкапа стена çумне куçар — передвинуть шкаф к стене
йăтса куçар — переносить, перетаскивать
çĕклесе куçар — переносить, перетаскивать
сĕтĕрсе куçар — перетащить
куçарса кай — перевезти (на другое место)
куçарса кил — перевезти (сюда)
куçарса ларт — передвинуть, переместить, перенести (на другое место)
куçарса тăрат — переставить

куçар

4.
переводить, переключать
калаçăва урăх ыйту çине куçар — переключить разговор на другую тему

куçар

5.
переводить, перемещать, назначать кого-л.
урăх ĕçе куçар — перевести на другую работу
сапаса куçар — перевести в запас
инвалида куçар — перевести на инвалидность

майлă

12. послелог
по
хĕвеле майлă — по солнцу (о движении)
çиле майлă пыр — двигаться по ветру
урăх майлă — по-иному, иначе

тепĕр майлă —
1) по-другому, на другой лад, иначе
тепĕр майлă каласан — иначе говоря
тепĕр майлă кай — принять другое направление
2) обратный, противоположный
тепĕр майлă пĕлтерĕш — обратный, противоположный смысл
3) наоборот, наизнанку; навыворот прост.

мăк-мак

подр. —
о заминке в разговоре или о невнятном бормотании

мăк-мак турĕ те урăх нимĕн те чĕнеймерĕ — он запнулся и больше ничего не мог сказать

миграци

миграция (çынсем е чĕрчунсем урăх çĕре пурăнма куçни)

мимикри

биол.
мимикрия (ӳсентăрансем е чĕрчунсем хăйсене сыхласа урăх организм тĕсне йышăнни)

муляж

муляж (ăвăсран, гипсран е урăх япаларан тунă модель)

обертон

муз.
обертон (тĕп тона урăх сĕм паракан хушма сасă)

оригинал

оригинал (чăн документ е урăх япала)
статья оригиналĕ — оригинал статьи

паразит

1.
паразит (урăх организм сĕткенне ĕмсе пурăнакан организм)

пăр

II. глаг.

1.
повертывать, поворачивать
выключателе пăр — повернуть выключатель
пуçа пăр — повернуть голову
шуруп пăрса кăлар — вывинтить шуруп
лампочка пăрса кĕрт — ввернуть, ввинтить лампочку
машинăна сылтăмалла пăр — повернуть машину вправо
пăрса уç — открыть, отомкнуть (поворачивая ключ)
шыва урăх çĕрелле пăрса яр — отвести воду в сторону, пустить воду по новому руслу
сăмаха урăххи çине пăрса яр — перевести разговор на другую тему
Кĕлет уççи пăрмасăр уçăлмасть. — посл. Замок амбара не откроется, если не повернуть ключ.
Пĕр карта сурăх, пурте пуçне пăрса выртаççĕ. (Кăмакари кукăльсем). — загадка Целый загон овец, и все лежат, повернув головы. (Пироги в печке).

пăтрат

7.
путать, смешивать с кем-чем-л.
унăн сассине урăх çын сассипе пăтратма май çук — его голос невозможно перепутать с чьим-либо другим

пăхăнтар

2.
подчинять, передавать в чье-л. подчинение
завода урăх министерствăна пăхăнтарнă — завод передан в подчинение другому министерству

планета

планетный, планетарный
планета атмосфери — планетарная атмосфера
планета системи — планетная система
планетăсем хушшинчи вĕçев — межпланетный полет
урăх планетăсем патне çул хыв — проложить путь к другим планетам

разведка

3.
разведка (урăх çĕршывсен экономикăпа çар хăватне тĕпчекен организаци)

сисĕн

2.
чувствоваться, ощущаться
сказываться, проявляться
замечаться, наблюдаться

сисĕнмесĕрех пĕр уйăх иртрĕ — незаметно прошел месяц
калаçу сисĕнмесĕрех урăх ыйту çине куçрĕ — разговор незаметно перешел на другую тему
хăнăхтару усси ăмăртура сисĕнет — польза тренировок проявляется в соревнованиях
вăл поэзие лайăх пĕлни сисĕнет — чувствуется, что он хорошо знает поэзию

тавтапуç

спасибо, благодарю
тавтапуç, тусăм — спасибо, друг
тавтапуç, урăх кирлĕ мар — спасибо, больше не надо
ырă сăмахушăн тавтапуç — спасибо на добром слове
хисеп тунăшăн тавтапуç — благодарю за честь

тен

вводн. сл.
может быть, возможно, вероятно
пожалуй

тен, час кураймăпăр — возможно, не скоро увидимся
тен, кирлĕ те пулмĕ урăх — может быть, больше и не понадобится

тĕсе

3. уст.
указывать, ссылаться
сваливать
разг.
урăх çынна ан тĕсе — не сваливай на другого

траектори

траектория (вĕçеври снаряд е урăх япала çулĕ)
космос карапăн траекторийĕ — траектория космического корабля
пуля траекторийĕ — траектория пули
сĕвек траектори — пологая траектория

тум

1.
одежда, платье, наряд
одеяние
уст.
авалхи тум — старинная одежда
капăр тум — нарядная одежда
çиелти тум — верхняя одежда
ача-пăча тумĕ — детская одежда
венчет тумĕ — подвенечное платье
урăх тум тăхăн — переодеться

урăх

1.
другой, иной
урăх çул — другая дорога, иной путь

урăх

2.
в другой раз
еще раз

сана илме эпир урăх килĕпĕр — за тобой мы приедем в другой раз

урăх

3.
более, больше
еще

вăл урăх килмест — он больше не придет
пӳртре урăх кам пур? — кто есть еще в доме?

урăх

4.
кроме, помимо
çак кĕнекесенчен урăх шкапра нимĕн те çук — кроме этих книг в шкафу ничего нет

урăх

5.
в выдел. ф. урăххи в роли сущ.
другое, иное
эпĕ урăххи çинчен каласшăнччĕ — я хотел сказать о другом

урăхран

диал.  
1.
то же, что урăх 2, 3.

фарш

фарш (вĕтетнĕ аш е урăх çимĕç)
аш фаршĕ — мясной фарш
катлет фаршĕ — фарш для котлет
пахчаçимĕç фаршĕ — овощной фарш

ферросплав

спец.
ферросплав (тимĕрпе урăх металл шăранчăкĕ)

хула

городской
курорт хула — курортный город, город-курорт
пĕчĕк хула — городок
спутник хула — город-спутник
тĕп хула — столица
хула сыватмăшĕ — городская больница
хула пурнăçĕ — городская жизнь
хула совечĕ  — городской совет
хула çумĕ — пригород
хула çынни — городской житель, горожанин
хула çывăхĕнчи совхоз — пригородный совхоз
хуласем хушшинчи транспорт — междугородный транспорт
вĕсем урăх хулана пурăнма куçнă — они переехали в другой город
хула хӳми — крепостная стена

чат

разг.

1.
совершенно, совсем
чат хура — совершенно черный
калаçăва чат урăх еннелле пăрчĕ — он повел разговор совершенно в другую сторону

ша

межд.
разг.

баста, точка, конец
ша, урăх мана улталаймăн — баста, больше ты меня не обманешь!

шалти

3. полит.
внутренний
шалти ĕçсен министерстви — министерство внутренних дел
шалти политика — внутренняя политика
урăх патшалăхăн шалти ĕçĕсене хутшăнни — вмешательство во внутренние дела другой страны

эвфемизм

лингв.
эвфемизм (тӳрĕ калама юраманнине урăх сăмахсемпе каласа палăртни)

экскурс

экскурс (темăран урăх ыйтăва пăрăнни)

экспатриаци

экспатриация (тăван çĕршывран урăх çĕршыва куçса е куçарса кайни)

экспорт

экспорт (урăх çĕршыва тавар сутни)

юрттар

3. перен.
направлять, вести, клонить (речь, разговор)
сăмаха урăх çулпаюрттар — клонить разговор в другую сторону

çавăр

4. перен.
поворачивать, переводить разговор
сăмаха урăх еннелле çавăр — перевести разговор на другое, изменить тему разговора

çĕр

7.
место
вăта çĕрте — в середине
икĕ çĕртен хуç — сломать в двух местах
пĕр çĕрте — в одном месте
пур çĕртен те — отовсюду
вăл урăх çĕрте пурăнать — он живет в другом месте
Ыратнă çĕре ала пырать. — погов. Рука тянется к больному месту.

çĕршыв

1. уст.
страна
индустриллĕ çĕршыв — индустриальная страна
совет çĕршывĕ — советская страна
социализм çĕршывĕсем — страны социализма
урăх çĕршывсен кореспонденчĕсем — иностранные корреспонденты
ют çĕршывсем — зарубежные страны
ют çĕршыв чĕлхисем — иностранные языки
пĕтĕм çĕршывĕпе — по всей стране
çĕршывра мала тухмалли ăмăрту — соревнования на первенство страны

ăс

2.
мысль
мнение, убеждение

çăмăл ăс — легкомыслие
пирĕн ăспа — по нашему мнению
ăс вылят — быть легкомысленно настроенным
вăл урăх çын ăсне тытнă — он поддался чужому влиянию

куç

4.
переключаться, переходить
сăмах урăх ыйту çине куçрĕ — разговор переключился на другую тему
трактор урăх пусса куçрĕ — трактор перешел на другой участок

виза

2.
виза (урăх çĕршыва кайма ирĕк пани)
виза ил — получить визу

урăх


ку урăх калаçу — об этом речь особая, это дело другое

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

куçар

переселить
урăх çĕре куçар — выселить

ĕмĕр

век
вечный, вечно

урăх ĕнтĕ ĕмĕрте те курас çук есĕ ăна — больше ты ее уже во век не увидишь
ĕмĕр ĕмĕрле — жизнь проживать
епĕ хам ĕмĕрĕме те Питĕре пĕрехсех кайнă — я за всю свою жизнь ездил в Питер один раз
во все дни жизни твоей — ĕмĕрӳ тăрăшшĕпех
ĕмĕр ĕмĕрлĕхех ирĕке кăларнă — освободил на веки вечные
ĕмĕр ĕмĕрех пырĕ — будет существовать вечно
ĕмĕр кĕске — жизнь коротка
ĕмĕр ĕмĕрне — во вес век
ĕмĕрлĕхе — на веки
ĕмĕрхи — вечный
ĕмĕртенпе — искони

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

сых ятне

, сых етне, про запас. СПВВ. Юрк. Шмуль, сых ятне револьверна илме манмарăн-а? тет арăмĕ. N. Эсĕ сых ятне пĕрер пичке сăра усра. ТХКА 80. Ăна анне типĕтсе: кун пек мăйăр пулас çук-ха, сых ятне тăтăр-ха, тесе, тăпăрч хутаççипе çакса хунăччĕ. СПВВ. ИФ. Сых етне — хатĕре, ямăк (= ямăт, без хлопот) ĕçме-çиме е тата урăх япала та пулат. Ку япала сых-етне кирлĕ халĕ, теççĕ. Баран. 5З. Сых ячĕшĕн хатĕрлесе усранă йӳçĕтнĕ пылсене поляк улпучĕсен нӳхрепĕсенчен кăларса çĕре юхтарнă.

сôлăнтăк

(-ды̆к), раскат. Сред. Юм. Хĕлле çунасĕм çултан тухса кайса урăх çĕрелле таçта çитеччен сôлăнса каяççĕ. Çунасĕм сулăнса каякан вырăнсĕне сôлăнтăк теççĕ.

сулăмлă

солăмлă. Имеющий тяжесть, увесистый. Б. Крышки. Сулăмлă япала, увесистый предмет, имеющий порядочный вес. Зап. ВНО. Сулăм, сулăмлă, сулмаклă, тяжелый, увесистый. КС. Сулăмлă, увесистый (напр., ричак, чукмар, тăпач). Орау. Ку патак ытла сулăмлă, чикке персе çитереймĕн, урăх тупас (в игре). Шибач. Солăмлă, тяжелый, веский, напр., тăхлан (олово). Ib. Тăвалла солăмлă полать. Чертаг. Ытла та сôлăмлă (тяжело).

сурăм

сорăм (суры̆м, соры̆м), назв. киремети. Н. Карм. Сурăм: ăна сăра тăватпăр, эрех яратпăр, çанта, который пылпалан; урăх япала пĕçермеççĕ. Килĕрен тăваççĕ. Вăл никам куçне те курăнмаст. Чирлетет вăл чăхха-чĕппе, йытта-кушака, унтан выльăхсене чирлетет, çынна та чирлетет, чӳклемесен. Во время жертвоприношения сурăму и варки для него пива нельзя шуметь и кричать, иначе жертва не удается (т. е. божеством не принимается). Поэтому пиво для сурăма приготовляется в маленьком боченке (чашки в три), чтобы его скорее распить и закончить жертвоприношение. КАЯ. Эй мăн сурăм аслă ашшĕ, аслă амăшĕ! Эпир халь вырăсла йĕркене тытма пăрахатпăр, текех ун йĕркине тытмастпăр. Ib. Эй сурăм-киремет амăшĕ, сана, айван ывăль-хĕрсем, савса тьыха паратпăр, савса панине савса ил. Орау. 1) Килĕш-сурăм, 2) Сăмахлă-сурăм, З) Упаç-сурăм (первые два справляли дома, последний всей деревней „пухăнса ялпа тунă, Упаç панче, çырмара“). Ядр. Сорăм окçи. || Так бранят плохого жеребенка. Орау. Тьыхана ятлаççĕ сурăм тесе (сурăмшăн пусмалласкер, усси çук). || Назв. края. Панклеи. Сорăмра çирĕм икĕ ял. || Назв. двух деревень Шихазанск. р. (Тури Сурăм, Анат Сурăм) и Алик. р. (Чăваш Сурăмĕ). Торп-к. Сорăм — çутă куç, Янасал — çинче (= çинçе) пилĕк, Апаш — мăн çăпата. (Лампă çути). || Назв. речки. Панклеи.

сутăнтар

(суды̆ндар), понуд. ф. от сутăн. Чăв. й. пур. З7. Çав çынсем вара каласса урăх çынсене каламан, хăйсем ĕçсе-çисе, укçанăн та илсе, Яхутя пĕтĕмпех сутăнтарнă. Истор. Кăна ăçтан вăрларăн, тесе, çука юличчен сутăнтарса пĕтернĕ. Тюрл. Çынна сотăнтарасси (в беду ввести) ансат, çылăха шокшлас полать.

сӳт

распутать, распустить. Якейк Хĕрсем çит тонисене сӳтнĕ (распустили, расплели косы). Кан. Тепĕр икĕ эрнерен клиникрен: çĕнĕ çиппине сӳтме вăхăт çитнĕ, терĕç. Сред. Юм. Тăла пôснă чôне пăртак посаççĕ те, чарăнса тепĕр хут майласа хôраççĕ, çапла хôнине сӳтсе хывни теççĕ. || Разобрать. О сохр. здор. Лекĕр вăл çынна пӳрт урайне сӳтсе, çиелти таса мар тăприне урăх çĕре турттарса тăкма хушнă. Ала 74°. Вăкăрне пусрĕç, алăкран кӳртеймерĕç, мачча сӳтсе кӳртрĕç. Шинар-п. Пирĕн пата ан килчĕр, тесе, картисене сӳтсе тăкрăç. Сĕт.-к. Пĕр йӳн карта сӳтмелле. Сред. Юм. Капана сӳтсе турăмăр. N. Çак çын карташне сӳте пуçланă, сӳтнĕ вуттине хута пуçланă. Синьял. Сапур сӳтсе кĕр. || Бить. Городище. Сӳтсе купаланă. Избил. Ст. Чек. Сӳтнĕ = хĕненĕ. Ib. Ăна кунтан сӳтсе янă (ушел прибитым). || Болтать. Ерк. Таçти çĕре те пырса перĕнеççĕ, темĕн те сӳтсе пуплеççĕ... || Отменять. Юрк. † Турри çырат пуçсене ырлăха, патши çырат чунсене хурлăха, хурлăха çырайнă чунсене çӳтсе çыраяс çук ырлăха. Ау 337. Инке-арăм хĕр пулмĕ; хĕртен арăм пулсассăн, сӳтсе пăрахма йăла пулман. || Расстраивать, мотать. Кан. Кулаксем çĕр йĕркелес ĕçе сӳтсе ярсан... N. У ĕнтĕ пурăнаçа сӳтет.

сăй

(сы̆j), угощение. Ск. и пред. чув. 84. Ан ӳпкелĕр, хăтасем, сăйăм питех нумай мар. Сала 165. † Манăн пичче мĕн тăвать? Креке лартать, сăй парать. Хурамал. † Пирĕн пиче-инке, ай, мĕн тăвать? Кĕреке лартать, сăй парать. Ib. † Çак тăвансем патне эп килсессĕн, пуç çĕклейми сайсем эп куртăм. Перев. Çапла мĕн пур пăттине çисе янă та, калать: ан ӳпкеле ĕнтĕ, кума, урăх сăй-мĕн пулмарĕ, тет. Калашн. 8. Ман тĕттĕм шухăшăм сăйпа чарăнмĕ. См. си, сий.

сăвăç

сăвăçă (-з'ы̆), поэт, стихотворец; человек, пишущии стихи. N. Ман мар, урăх сăвăç юрри улăхăн тăрăх янăрĕ.

сăмах вылят

говорить без осторожности, не серьезно; бросаться словами. Орау. Ах, ман çав сăмаха вылятакан çынпа тарăхас килет-çке; мĕн йăла-ши вăл чипер калаçса ларнă çĕртех сăмаха урăх çĕрелле илсе каясси. || Сплетничать. Бес. на м. г. Çынсем хушшинче сăмах вылятни (сплетни). Ib. Çын çинчен сăмах вылятса çӳрени.

строкă

(-гы̆), строго. Кама 41. Ĕлĕк çапла пулнă та, халь пит строкă уншăн. Тем курса тăрăн сирĕнпеле. Халь самани урăх.

çав

вон тот, вон этот (означает предмет более отдаленный). Панклеи. Карчăкки: тор! тор! çав йытта çапса пăрах-ха, старик! тет. Регули 745. Çавна исе пар. Ib. 639. Çав сохалсăр старик (çав старик сохалсăр) салтакра çӳресе. || Этот, тот (упомянутый раньше). Чаду-к. Вăл каланă: пирĕн апи çук, çавна (её) шыраса çӳретĕп, тенĕ. Шурăм-п. Михаля: çавна кайса илес-ха, тесе, чупса кайрĕ те... Альш. † Ватта-вĕтте мĕн илем, çамрăксене çав илем. Ib. Елшелин те, таçтан килет шывланса хай Чăнлă юппи, çав тăрат шывланса. Вишн. 71. Çавсем (эти названные предметы) пурте çĕреççĕ те, шыва каяççĕ, шыв вара çавăнта шăршлă пулать. Ib. 61. Çав çинин мĕн кирлинчен ытлашши çăва каять те, ун йышши çын мăнтăрланса каять вара. Изамб. Т. Тепĕр кунне ирхине: çав Михалян (у этого Михайлы) виç сурăхне илсе кайнă, тенине илтрĕмĕр. СТИК. Çавăн (у этого человека) хĕрне калаçаççĕ (= çавăн хĕрне килĕшмешкĕн калаçаççĕ). Юрк. Çав вăхăтра (в это время), мĕскерлескер-тĕр (какая-то личность), пĕр çын, алăка уçса, еррипе кăна кĕрет те. Орау. Çав вăхăтра çынсам ун патне мĕн пулнине пĕлме пырсан, аçа çапса та вĕлерчĕ, тет. N. Эпĕ калах çав лашана пăхатăп. Я опять ухаживаю за тою (же) лощадью. Т. VIII. Çав каçхине, в тот вечер (в упомянутый вечер). Байгул. † Хура вăрман хĕрри хурлăханлă: хура чĕкеç лармас — çав хуйхă (вот в чем горе). || Такой (ставится вместо пропущенного собственного имени). Артюшк. Çав, çав çĕрте вăкăр пур. В таком-то месте есть бык. N. Çав тытнă. Такой-то покойник поразил болезнью. || Иногда подчеркивает подлежащее. Ст. Ганьк. † Таппăна (ловушку) ăçта хуратăн? — Юман тăрне хуратăп.— Юман тăрăнче мĕн лекет? — Сарă-кайăк, çав лекет. || Соединяется с наречием авă. Юрк. Пĕр тăван та пĕр пулмаст, теççĕ чăвашсем, авă çав сăмахсем пирĕн тĕп-тĕрĕс ĕнтĕ. Ib. Пирĕн йăха, пирĕн киле ырă кин килсе кĕменччĕ... — Авă çав тĕрĕс иккен, тет хунямăшĕ. || Заключает в себе ссылку на прежнее, указывая на факт, который вытекает или является последствием предыдущего или следствием других наличных обстоятельств. По-русски здесь могут стоять разные обороты. Сĕт-к. Кĕрконне, çав Ваçок кайсан, Ольон пит коллянатьчĕ. (Здесь „çав“ не указ. местоимение). ППТ. Çыннисем те тата, пурте, чăнахах, чир-чăр тесе пуль çав, ăçта тĕл пулнă, унта çаптараççĕ (позволяют бить себя прутьями, во время „сĕрен“). || Иногда употребляется для большей яркости и картинности изложения. БАБ. Старик кăна: мĕн чухлĕ пулĕ ĕнтĕ санăн вăю? терĕ, тет. Ку калат, тет: нумаях мар: çак çĕр варрине пĕр ылттăн юпа лартсан, çав юпаран тытса çĕре çавăрса ярăп çав, терĕ, тет. Шурăм-п. Шалти пӳлĕмри чӳречесем çинче сарă, хĕрлĕ, кăвак чечексем пур çав. N. Тăнă та çак çын (встал), вăл тăриччен пӳрт пулса ларнă (построилась) çав, пăхмали те çук (очень хорошая)! ППТ. Вăсем çапла, çăмартана, тепĕр иккĕ-виçĕ çăмарта çиесчĕ тесе, хăвăрт хыпса яраççĕ, анчах урăх лекмес çав вара. См. еще прим. в Оп. иссл. чув. синт. II, 232. || Иногда выражает согласие (соотв. русск.: да, конечно, разумеется). СТИК. Çапла, пурăнма питĕ хĕн çав пирĕн пек çынсене (çав придает выражению оттенок соглашения и грусти). Изамб. Т. Энтри ухмахланнă темест-и? — Çапла, тет, çав. Усен ăрăвĕ çав. || Употребляется для выражения подтверждения слов собеседника. Юрк. Апла ĕнтĕ, пулĕ çав (ну да), теççĕ итлесе ларакансем. Альш. Карчăк калат: кай çав (ну да, ступай), аранчĕ (немного) сана та парĕç, тет. Сред. Юм. Çырмара çан чôл шыв йохнă çĕрте те пĕрмай çав шывва кĕрсе çӳрет. Шывпа йохса кайтăр çав (в конце повышение голоса). || Хотя, правда. Т. VII. Амăшĕсем: хĕрĕм, пурăнма аван-и? тесе ыйтаççĕ, тет. Хĕрĕ: аван та çав, эпĕ тăнă çĕре ялан кĕтӳ хăвалаççĕ, тесе калать, тет. Изамб. Т. Тепле унпа ĕмĕре ирттермелле.— Ирттерĕн çав! Не знаю, как с нею прожить век! — Ничего не поделаешь, проживешь! (т. е. таково положение вещей). || Изамб. Т. Эсир миçен çав? А вас сколько человек? А велика ли ваша семья? (Так спрашивает человек, уже знакомый с семьей). || Ставится в безразличных и неопределенных ответах. Трхбл. Аван çывăртăн-и? — Çывăрнă çав ĕнтĕ. N. Мĕшĕн сахал ĕçлерĕн? тет.— Ĕçĕ сахал мар та, çурмалла ĕçĕн çав ĕнтĕ вăл (условия работы исполу известны): çурри ăна, тет. || Уж. КС. Апат телĕшĕнчен ашшĕ хĕрĕ çав (уж). || Соотв. русск. частице же (произносится с оттенком раздражения). Йӳç. такăнт. 7. Пĕçер ху тата, пĕлен пулсан! Пулать çав арçын (бывают же такие мужики)!. || С вопр. част. „и“ соотв. русскому что ли это. N. Сирĕн ялсем-и? — Çук, чураппансем-и çав, кушкăсем-и... (Они) из вашей деревни? — Нет, не то черепановские („черепановские что ли это“), не то кошкинские... Альш. Çапла пулчĕ çав пирĕн ĕç! Вот такие-то у нас были дела... (Заключает рассказчик повесть о том, что с ним случилось). || Дело в том, что... (заключает в себе возражение или противоречие с предыдущим). N. Эсĕ мĕшĕн ăна театăра ертсе каймарăн? — Унăн укçа çукчĕ çав. N. Эпĕ ăна хамах кӳлсе парăттăм та, манăн алă ыратат çав. Основу çавăн см. особо.

çав тĕлешрен

çав тĕлĕшрен, по этим соображениям. ППТ. Çав тĕлешрен кашни килĕре, пĕр-пĕр ача çав хулă татăкне ан пăрахтăр тесе, пит хытă пăхаççĕ. (Сĕрен). Истор. Çавăнта судебник çинче çав тĕлĕшрен урăх законсем кăларнă.

çавăрăн

çавăрн, çаврăн (с'овы̆ры̆н, с'авы̆рн, с'авры̆н), вертеться, вращаться. Чураль-к. Ылтăн пахчара — ылтăн тенел; ылтăн тенелте — ылтăн урапа; çав урапа епле тенел тавра çавăрнать, çавăн пекех çав хĕр ăшчикки çав ачашăн çавăрăнтăр. (Из наговора „хĕрсен пуçне çавăрмалли“). N. † Çӳлĕ ту çине арман лартрăм çиле хирĕç çаврăнма; кăçал пире, килес çул сире, тĕнчи çапла çаврăнат. Ск. и пред. чув. 11. Вутăн йĕри-тавра старик выртать çаврăнса. || В перен. смысле. Альш. † Ай-хай çинçе пӳçĕм, çамрăк кăкăрçăм: çаврăнат-çке купăсăн майĕпе. IЬ. † Кĕмĕл çĕрĕ, ахах куç, çавăрнат пурне майĕпе, ай-хай пуçăм — çамрăк пуç, çаврăнат хĕвел майĕпе, ах кăкăрçăм çамрăк кăкăр, çаврăнат купăс майĕпе. Синьял. † Вăта пурнери кĕмĕл çĕрри пурне майпе çавăрнать; йăс шăнкрав пек сассăм пур, купăс майĕпе çавăрнать. || Повертываться. N. Юрă сассипе хула çавăрăнса ларассăн туйăнать. N. Ку кашкăр хăш енне хăвăрт çавăрнайманнине, вĕреннĕскер, пĕлнĕ пулнă. N. Ку пĕрре çапат, тет те, тепĕр енелле çаврăнса ларат, тет (изба). N. Ман енелле çаврăнса тăр. Шорк. Малтан хăй, окçа çок тесе, йĕрет, кайран эпĕ окçа паратăп: ме, ил, тетĕп, вăл манран çавăрна тăчĕ. Сам сначала плакался, что денег у него нет; потом я ему предлагаю, а он взял да отвернулся от меня (выражение недоумения, неожиданности). N. Çаврăнса кайтăр! Чорт с ним (чтобы его перевернуло). || Кружить. С. Айб. † Ĕнтĕ çил çаврăнать, çил çаврăнать; çĕмĕрчипе хăви авăнать. Юрк. † Шурă Атăл хĕрринче шурă хăйăр, паян çаврăнса çуна юр пекех. N. Сасартăках пĕр ушкăн вĕлле хурчĕ вĕçсе пынă та, ун тĕлĕнче çаврăнса тăра пуçланă. Альш. † Улăхрăм çӳлĕ ту çине: тир хуранĕ вĕрет çаврăнса. Вĕрет, вĕрет, çавăрăнаймаст, ман кăмăлăм сиртен тăранаймаст. || Кружиться (о голове). НТЧ. Вăл çапла, çиес килет тесе чарăнсанах, манăн пуç çавăрăнса кайрĕ (закружилась). Курм. Шывра çапла шухăшласа тăнă çĕртрех пуç çаврăнса килчĕ те, весерле кайрăм-ӳкрĕм. Баран. 56. Аялалла сирпĕнсе аннă чух ик-виç хут вĕл-вĕл çаврăнса илнĕ те, лаши-мĕнĕпе вĕçлĕ чул çине пырса çапăннă. Кĕвĕсем. Пĕр çырмасăр шурă хут варланмас, пĕр шухăшсăр çамрăк пуç çаврăнмас. || Свертываться. Çутт. 68. Чĕрĕпсем хăранипе иккĕш те йăпăр-йăпăр çăмха пек çавăрнса выртрĕç. || Объехать, обойти. НТЧ. Чĕнсе çавăрăнсассăн, киле тавăрăнать. Когда объедет всех с приглашениями, возвращается домой. N. Эпĕ çĕр çинче çӳрерĕм, пĕтĕм çĕре çавăрăнтăм. Ага 70°. † Утлан утланасса, ай, сар утна, çаврăн Хусанах та хулине. М. Сунч. Вара пур юмăçсем пухăнса ял тавра хĕрсене сухаласа çаврăнма хушрĕç. С. Айб. † Кĕçнерникун çунă юр çинче йĕс таханлă ут йĕрри пур. Йĕс таханлă ут йĕррине йĕрлесе, çеçен хирте виççĕ çаврăнтăм. N. Пĕре йăвăç (или: пӳрт и пр.) тавралла çавăрнтăм. Я обошел раз вокруг дерева (или: дома и пр.). || Сделать круг. Изамб. Т. Йĕкĕт тепĕрре çавăрăнчĕ те (на пашне), ашшĕпе пĕрле апат çиме ларчĕç. || Ворочаться (о лежачем). Рак. † Хамăр савнă туссем те ăсăма килсен, кĕске çĕре виççе те халь çаврăнатпăр. || Кружиться (о суводи). N. † Наратла çырми — çич çырма, çич çырмара çич кукăр, пĕрех кукăр çавăрнать. Кан. Хăвăртрах çавăрăнакан кукăрсенче, пур çĕртепе пĕрех, шыв тăрать. || Развеваться. Альш. † Ман пуçăмра хрансус явлăк уйăхран çӳле çаврăнтăр. || Окружать. Шемшер. † Хора порçăн пиçиххи пилĕк тавра çавăрнать: воник çыххи — ал çыххи, аллăм тавра çавăрнать. || Катиться. С. Дув. † Хура вăрман виттĕр тухнă чух, çавра çĕлĕк юлчĕ çаврăнса. Трхбл. Шăл урайне, тантăш, тасарах, кĕленче çăмарта çаврăнтăр. || Размахиваться. Буин. † Çаврăнайса утă, ай, çулмашкăн çави аври вĕрене пулинччĕ (вар. çави аври кирлĕ вĕрене). || Обращаться. Собр. † Вĕрене курка сарă курка нумай çаврăнчĕ аллăмра. || Быть около (кого), вращаться. Изамб. Т. † Пĕчĕках та пĕвĕм, çамрăк чĕрем, çаврăнайинччĕ сирĕн умăрта. || Возвращаться периодически. Рак. † Атте-анне килĕнче (вар. килне) хăна пулар (вар. пулар-а), уйăхпала (вар.-палан) хĕвел пек çаврăнса. Хурамал. † Эпир вылясси-куласси çулталăкра çавăрнать (возвращается через год). Альш. † Пятам, пянам килне хăна пулăр, уйăхпала хĕвел пек çаврăнса. || Приходить обратно, возвращаться. Альш. Ĕмĕр пулсан, çаврăнăпăр, хĕвел пекех çаврăнса. N. Хĕвел епле çаврăнат, эс те çавăн пек киле çаврăн. N. Çак çăкăра çиме тепĕр хут темиçе патша (= патшалăх) урлă, аслă шывсем урлă çаврăнса килсе çимелле ту. Эй сĕт кăкăри, пилле! теççĕ те, вара ывăлĕ амăшин кăкăрне: кăкăр сĕчĕ, пилле, çавăр! тесе чуптуса илет. (Салтак ăсатни). Б. Яныши. Пăртак тăхтасан, çомăр каллях çавăрăнса пирĕн çиялла пура (= пыра) пуçларĕ. || Вернуться домой (напр., из похода). || Приходить, наступать (о времени). Толст. Чăнах та çав вăхăт çавăрăнса çитнĕ. || Обвиваться. Альш. † Çĕр çырлисем ӳснĕ чуне тĕрлĕ курăка çавăрăнат. Ib. † Çĕр çырлисем ӳснĕ чухне тĕрлĕ курăкпа çаврăнат. || Превращаться. N. Ăна сут тунă чух, вăл айăпланса тухтăр, унăн кĕлли çылăха çавăрăнтăр. N. Çĕр çинчи чечек çынна çавăрăнĕ. N. Шыв юна çаврăннă. || Переходить (во что). Юрк. Тытăннă калле тутара çаврăнма (переходить в татары). Баран. 165. Çурçĕр енелле кайнă çемĕн сăрт тинĕсленсе пырать, тӳрем çĕре çаврăнать. Ib. 100. Чипер пăхса ӳстере-ӳстере, начар йăхах авана çаврăнса пырать. || Уходить обратно. Панклеи. Пĕр опи çавăрнса карĕ (ушел обратно). N. † Туйăма курма килнĕ тăшманăм çаврăна туха кайтăр-и? Хир-б. Мирон шарламарĕ, эпĕ шутларăм: ку çавăрăнса каять пулĕ, терĕм (я подумал, что...). || Перемениться. N. Çанталăк сивĕрен улшăнса ăшă енне (çур енне) çаврăнса пырат. N. Тĕнче çаврăнат çав вăл. Времена переменчивы. || Итти окольною дорогою. Альш. Çула хиртен каяççĕ, типĕ çулпа çавăрăнса. Ib. Эсĕ çавăрăнса-çавăрăнса кай (кружным путем). N. Çав çын трахтир паччĕн, арман паччĕн çавăрăнса çитеччен, лешĕ ун валли пӳрт тутарнă, лаша, ĕне, сурăх, качака илсе панă. N. Леш тĕл пулнă çын каллех таçтан çавăрăнса ун умне тухрĕ, тет. || Расположиться, стать благосклонным. Юрк. † Ютран тунă тус час çавăрăнмас (не скоро расположить его к себе). N. Чуптумасăр хĕр çаврăнмĕ. Микушк. † Сирĕн кăмăлăрсем пит пысăк, вунă сăмах каласа çаврăнас çук. Тим. † Пирĕн савнă туссенĕн кăмăлĕ пысăк, курса калаçмасан çаврăнмас. Пазух. Çумăр çăвать — йĕпетет, хĕвел пăхать — типĕтет; пиртен тантăш сивĕнет, кайран хăех çаврăнать. Тайба-Т. † Кĕмĕлех те çĕрĕ ахах куç, çавăрăнат-ĕçке çыру майĕпе; пирĕнпе те тантăш, ачасем çаврăнат-ĕçке уллах майĕпе. || Поддаваться уговорам, соглашаться. Ильмово. Вара каччи çаврăнать те, хĕрне курасшăн пулать. Потом жених соглашается и высказывает желание повидать невесту. Альш. Çавăрăнĕ-ха çапла тусан, капла тусан. || Увлечься. N. Во час çавăрнать. Её легко увлечь. || Перестать сердиться. Шибач. Эп никçан та çавăрăнмастăп (не откладываю гнева, не перестану гневаться, сердиться). Кан. Кашкăр çилли çавăрăнман, çавăрăнма та шутламан. Ib. Неушлĕ, ниепле те çавăрăнмĕ (не простит)?... Хамăрăн вĕт... Чем люди живы. Çавăнтах ун çилли çаврăннă. ЙФН. Ват çын сăмахĕ час çавăрнмасть. (Может значить: 1) не ясно говорит, 2) не скоро проходит гнев). Синьял. † Эп савнинчен сивĕнтĕм, калла çавăрнать ан тийĕр (т. е. мое расположение не вернется). || Быть красноречивым (о речи). Альш. Авă, эсĕ ватă çын ватă çынах: санăн чĕлхӳ-çăвару çавăрнать мĕн каласне, епле каласне (т. е. ты знаешь наговоры). N. Чăваш юрри вырăнне çавăрăнман чĕлхе-çăварпа вырăсла юрлаççĕ. || Выводить мотивы. Çатра-Марка. † Симĕс пĕкĕ авăнмаç, çамрăк кăккăр çавăрнмаç (юрлаймасть). КС. † Юрла пĕлмен кăккăр çаврăнмĕ (грудь не выведет мелодий). Ib. Кĕсле çавăрнмасть, кĕвĕ лайăх тухмасть (не точно производится мотив). Юрк. † Симĕс пĕкĕ авăнмĕ, турти çумне çыпçăнмĕ; пирĕн çамрăк кăкăр çаврăнмĕ, ватă çумне çыпçăнмĕ. N. † Мĕн çамрăкран хуйхă курнăран, çавăнпа кăкăр çаврăнмас. Ск. и пред. чув. 26. Манăн кăкăр çавăрăнмасть, пысăк хуйхă курнăран. || Навиваться, виться. Юрк. † Пирĕн хирĕн варринче çаврăнса ӳсет пĕр тулă. Ib. Унăн кăтрисем çаврăнса ӳснĕ, явăнса ӳкнĕ. || Строиться. Микушк. Эпир кĕнĕ кил-карти, эпир тепре киличчен, хула пулса çаврăнтăр. (Такмак). || Переходить на чью сторону (метаф.). Юрк. Аптăранă енне, халтан кайнăскерсем, тытăннă лешсем енне çаврăнма (они). || Побывать. Альш. Ан хĕс куçна, хамах пĕлеп, çаврăнăп-ха каçпарах. || Пребывать. Микушк. † Эпир ларнă вырăна хĕрт-сорт ларса çаврăнтăр. (Такмак). Собр. Пĕчикçеççĕ, çап-çаврака, пӳртрен пӳрте кĕрсе çӳрет, нихçан та çаврăнса тухаймас. || Заниматься. N. Çу хута терлĕ-тĕрлĕ ĕçпе çаврăнса пурăнса эпĕ, Петр Алекçейĕвичран урăх нимĕн çинчен те ыйтса пĕлеймерĕм. || Удосуживаться. Тим. † Çырла пиçтĕр аллăм çаврăначчен (пока я удосужусь). || Накопляться (о делах). Альш. Праçник тесен те вăл хăйĕн ĕçĕ çавăрăнса килекен тĕлте, е пĕр ĕçрен тепĕр ĕçе тытăннă чух, пулан праçнике кăна калат, е пĕр-пĕр тĕлтен пурăннă пурăнăçра пĕлме кирлине кăна астăват. || Беспокоиться. Чураль-к. † Чун савнине курмасассăн ăшчик вăр-вăр çавăрнать. N. Хамăра тохса кайнине шотласан, питĕ ăшчик çавăрнать. Абаш. † Калла-малла шотласан, ăшчик вăр-вăр çавăрнать. N. † Ай-хай çамрăк пуçăм, айван ăсăм, çавăрнат-çке шухăш майĕпе. N. † Шукăшла-шукăшла ларсассăн, шукĕшĕ майпе пуç çавăрнать. || Употреб. в качестве вспомог. гл. Çутт. 143. Шăшисем хуппине йĕри-тавра кăшласа çавăрăннă. Абыз. Качча тухакан хĕр каларĕ, тит: атте, эп пĕрер курка парса çавăрнам-ха, тит.

çавăрса яр

повернуть в другую сторону. N. Кунтан кайран вара вăл сăмаха урăх çĕрелле çавăрса ячĕ. Баран. 94. Хутран-ситрен анчах хĕвел-тухăçĕнчен сивĕ çил килсе, лашасен пас тытнă çилкине çавăрса ярать. || Рассеять, разогнать (гнев). Чăв. Юм. 1924, 59. Çиллине çавăрса яраймасăр, хĕрне килĕнчен хăваласа кăларса ячĕ.

çаклан

(с'алан), зацепиться. Сюгал-Яуши. Пусма ман туратран çакланса çурла кайнă. || Приставать, привязаться. N. Мĕн усал килсе çакланасси пур мана? N. Темĕскер пулчĕ мана, эпĕ халччен чирлеменччĕ, пуç ыратат, шăмă-шакă ыратат, темĕскер çакланчĕ, тесе калат, тет. ЧС. Сунас пулман кăна (лошади), пĕр-пĕр урăх чир çакланнă пулĕ, терĕ. Кан. Лаша çумне тепĕр лаша çакланса пынă вĕсемпе. N. Чуна мĕн çакланмас. || Впасть. N. Эпĕ хуйхăпа асапа çаклантăм. || Попасть. N. Çĕркĕ патшанăн туй пулнă та, çавăльте çакланмарăм-и-ха (не попала ли туда), тесе калат, тет, тилли. Баран. 56. Иккĕш анчах шыва çакланайман, çыранран тӳрех лаши-мĕнĕпе чул çине персе аннă. Юрк. Эсĕ кунта мĕн ĕçпе çаклантăн? Ib. Тамăка çакланнă çынсем иккĕн, ĕлĕк пĕрле тус пулса пурăннăскерсем, пĕр-пĕринпе тĕл пулсан, тытăннă савăнса калаçма. Ib. Унта пĕр вырăна (должность) çаклансан, çавăнта слушит тăва пуçлат. Ib. Ăнсăртран мана çакланчĕ те, халĕ те пулин ман çумра кушак çури пек йăпанса пурăнат. Ib. Тутар арăмĕ утилни (удельный) вăрманне вăрттăн каснă чухне ăнсăртран вăрман хуралçине çакланат. Ib. Эпир ниепле те судья камĕрне çакланаймастăпăр, тархашшăн епле çакланмаллине каласа парсамччĕ. N. † Тевет, тевет, тиетĕр, тевет сире çакланмас; сарă хĕр, сарă хĕр, тиетĕр, сарă хĕр сире çакланмас. Дик. леб. 44. Епле эсĕ кунта килсе çаклантăн, чипер хĕрĕм? || Попасться. N. Опана çакланнă. Попался медведю. Якейк. Етменти Йăван çăрккаç плотнă çакланнă (= тытăннă). Орау. Пĕрмай пурнать халĕ, çакланмаçть. Пока ему все сходит с рук. Б. Яуши. † Карăш йăви картара, карăш пычĕ — çакланчĕ. || Чувствоваться. N. Хура вăрман урлă каçнă чух пăчăр тупрăм; пăчăрĕ çуна çине кĕреймерĕ, хул хушшине çакланмарĕ. (Шутка). || Выпасть. Альш. Малтан аслине çакланат, тет, сыхлама. || Заплетаться. Орау. Чĕлхи-çăвар пĕртте çакланмаçть ку çынăн (ловко говорит), кам-ши вăл? || Проникать, вливаться. Юрк. Вырăс чĕлхине çакланнă чăваш сăмахĕсем.

çарат

(с'арат), оголить; красть, воровать, грабить, обчистить. Сунт. Укçа çаратаймарăмăр пулсан, мĕн-те-пулсан урăх тăвас пулать. ТХКА 71. Пире лаши-мĕнĕпех çаратса каймалла вĕсем. Кан. Вăрмана çаратас ĕçе чармалла. Юрк. Пĕр вăрă ăна çаратса тухма шухăшланă вăрттăн, еррипе кăна унăн чӳречине уçса унăн хăваттерне кĕрет те, тытăнат кунăн хывса пăрахнă тумтиррисенĕн кăсйисенче, укçа-мĕн çук-ши тесе, шырама. Ib. † Эпĕ ялтан та яла çӳрерĕм, вуникĕ те чиркӳ çаратрăм. Баран. Хулисене, ялĕсене турта-турта илнĕ япалисене çаратса пĕтернĕ. N. Хăш çĕрте çынна çаратса, туласа пуйма пикеннĕ. Ст. Чек. Ăна ĕнтĕ чыстă çаратнă (он промотался, пропился). N. Кала: хуçана эсĕ епле вĕлертĕн? мĕн чухлĕ укçа çаратрăн? БАБ. Çимĕç таврашсем çаратма пирĕн яла пыраççĕ, тет. Ала 59°. Вĕсем кĕлет çаратма шухăшланă иккен. N. Кунăн кĕссинчен виççĕр тенкĕ çаратса илнĕ (вытащили у мертвого). N. Пĕтĕм çанталăка талкăшпех çаратса хăвараканскер. || Срывать. Шел. II. 62. Укçисене пĕтĕмпех çаратса пĕтернĕ.

çемçе

(с'эмз’э), мягкий. N. Çемçе çĕр, мягкая земля; çемçе шыв, мягкая вода. Собр. † Çинче çырма, çемçе шыв, пурçăн хуттăрне йăтаймаçт. N. Ку кĕнеке çемçе, çи хурас пуль. Рук. календ. Прокоп. Çемçерен çемçе пĕçерсе тăрсан, çемçе çăкăра нумай çиетĕн (съешь), теççĕ. || Нежный. Ёрдово. Юр кайса пĕтсен, çĕр çине çемçе, симĕс курăк шăтса тухса, хура çĕре витсе лартать. НТЧ. Çемçе чĕлхе-çăварпа сана кĕлтăватпăр. Орау. Çемçетерех калани. || Слабый, хилый, вялый. СРВВ. Т. Çынсем час-часах калаçасса пĕр тĕрлĕ калаçаççĕ, тăвасса урăх тĕрлĕ тăваççĕ, пуринчен ытла çемçерех калаçакан çынсем çапла тăваççĕ. ЧП. Кăçал илнĕ çĕнĕ çын ĕçе çемçе пулайчĕ (не выдерживает работы). N. Ĕç-хĕл тĕлĕшĕнчен наян, çемçе ан пул. Бугульм. † Ырă та кинçĕм (хĕр ячĕ), ĕçе çемçе пулминччĕ. Лашм. Ĕçе çемçе пулмин лайăхчĕ (сноха). Янтик. † Пасар кулаç — тул кулаç, варри пăшлăк пулайрĕ; йыснаçăмах çавă пур, ĕçе çемçе пулайрĕ. Ст. Чек. Çемçе ураллă, слабый, невыносливый (человек или лошадь). N. Çемçе куçли (слабый глазами) хисепĕ те çук, хăш-хăш килре çемйипе куçсăр. Календ. 1903. Сывă, таса куçлă çын чăваш хушшинче ĕлĕк сахал пулнă, хăшин пĕрте курмасть, хăшин кăшт анчах курать, çемçе куçли хисепĕ те çук. || Мягкость. Абыз. Куккăр туя кут çемçи (кăнчалаççи).

çемçет

(с’элз’эт’), смягчить. Орау. Пыр шăтăкне çемçетет çак сĕт... кăккăра çемçетет. Изамб. Т. Час-часах кĕрӳ халатне юри хывма ирĕк памасть, вара кĕрĕве тумлантаракан арăм чуп тăвать. Ул вара аллисене çемçетет. || В перен. смысле Кан. Хăйсен варлисемпе кăмăлĕсене çемçетсе ларчĕç. Альш. † Ырă тантăшçăм (çавă), хытă сăмах ан кала: кăмăлăмсе çемçетеймĕп. (Хĕр йĕрри). || Удобрять (землю). N. Эпир çĕре çемçетмешкĕн тислĕк (тирĕс) анчах мар, урăх япаласем те тăкатпăр. Кан. Тата, çарансене сӳресе, ун çине çемçетекен япаласем тăкмалла. || Ослаблять, опьянять. Орау. Тапак туртсан, пĕтĕмпех çемçетсе ярать, хуть те çавăнтах кукленсе ан. ||Избить. N. Ăна вăрăсем пиллĕкĕн тапăннă, тит те, пиллĕкĕшне те хăй пĕчченех çемçетсе хăварнă, тит (он им всем пятерым наклеил).

çымăç

то же. что çимĕç, угощение, еда. Изванк. Пĕр витре эрех илсĕ хучĕç (заранее): тата урăх çымăçсем пит нумай хатĕрлерĕç. Чхĕйп. Çымăç, плод. Ib. Мĕншĕн вăл апла тĕттĕм çĕре акнă вăрлăх çымăç кӳмест.

çыр

(с’ыр, с’ир), писать. Янтик. Атте патне çыру çыртăм. Юрк. Çырса лараканни, ӳсĕрскер, ку çапла, мĕн каласса кĕтсе лараканскер, ларнă çĕртех çывăрса каят. Ib. Апла-капла çырмалла чухне мĕн çырмаллине вăл пӳртре каллĕ-маллĕ уткаласа çӳресе каласа çыртарат. N. Урăх ним çырма та пĕлместĕп. (Конец письма). N. Лашапа ĕнене сутнипе-сутманнине çырман. Орау. Виç уйăхчен кашни кун пĕрер сахат, икшер сахат киле-киле çыратьчĕ. Ib. Алли таçта аялалла çырса каять. Строчки сползали вниз. Ib. Пĕртте çырмасан кĕнеке вуланин нуммаях усси çук, пĕр маях çырнин те, кĕнеке вуламаçан, усси çук. КС. Çыранăнçи пек пулса ларать. Пытается писать. Бес. чув. 13. Акă, Керимулла, мĕн тесе çыраççĕ, терĕ те Микулай, çавăнтах вулама та тытăнчĕ. Турх. Сире те вĕсене çырманнипех çырмастăп (по той же причине). О сохр. здор. Кĕнекесем çине (в сочинениях) çыра-çыра хăварнă (об этом). Ала 2. Урăх нимĕскер те каласа çырма пĕлместĕп, айăп ан тăвăр мана. N. Манăн орăх çырмаллиях та çок. N. Çак пиçмона эсĕ ылтарлă çырнă (намеком, обиняками). N. Кона çыртăм питĕ вĕтĕ. N. Мĕн ыйтмаллине çырса пырас пулать. N. Уйăрса çырса яр (подробней). N. Вăрçă енне пит çырма хушмаççĕ. Баран. 59. Салтак пуçлăхĕсем вăрçăра чапа тухнине каласа çырнă кĕнекесем вулама юратнă. Ст. Чек. „Çырманах“ — выражает сожаление, укор, так как говорящее это слово лицо хочет (ему желательно), чтобы тот написал. N. Кайран малтан çыру-тăву пулмарĕ. || Чертить. Якейк. Йăвăç çине темĕскер çырнă (хăйăр çине çырнă). Шу çине темчол çырас тесен те çырияс çок. || Ткать решето. N. Ала сутна (у др. сутăн) илес çук, хамăр çырма пултаратпăр. || Заниматься канцелярской работой. Орау. Кантурта çырать (или: çырса пурнать). || Записывать. Нюш-к. Куна та çав Çеркей каланипе çырнă. И это я записал со слов Сергея. || Записывать в список. Юрк. Уччилник ачине (в ученики) çырмарĕç пулсан, юрĕ, терĕ (она). || Проводить борозду, пропахать межу. Виçĕ пус. 29. Çу каçиччен темиçе хутчен йăран çырса çумлаçа илеççĕ. ТХКА 15. Тырра йăран урлă каçса выракансем пирĕн ялта та пур çав. Ана пуçне кĕрсе çыраççĕ. || Резать воздух. Кан. Халь вĕсем унта та, кунта та, сывлăша çырса, кайăксем пек çӳреççĕ. || Предопределить (о судьбе). N. Этеме вилме çырнă. ЧП. Эпир те мĕн курасса, мĕн илтессе ларсаях çырнă пулĕ-тĕр туррисем. N. Пире çырнă хĕрĕсем. Юрк. Вăлах (т. е. пӳлĕхçĕ), чун çуралсан, пурăнăç çыраканни пулнă. N. † Пирĕн пуçа мĕн çырнине турăпалан пӳлĕх вăл пĕлĕ. Альш. † (Çавă) ятлă ачана ларчĕ-çырчĕ пĕр турă. N. Поçа мĕн çырнине корас полать. Микушк. Атте-анне чунтан саваймарĕ, турри пуçа ырă çырмарĕ (жалоба на судьбу). Ib. Турă пуçа çырни — çав пырать. Собр. Çиме çырман çăккăра çияймăн, çиме çырнă çăккăра шыв варĕнчен те тухса çийăн, теççĕ. (Послов.). Ст. Ганьк. Чун çуралса, чун ӳстерсе хурлăха çырмăсăнччĕ. Собр. † Аякран куртăм — вут çути, çитсе кураймарăм — хăйă çути. Çуралнă чухне çырнă ырлăхсене, ыйтса пĕлеймерĕм турăран. N. Пирĕн пуçа çырни хура вăрман урлă иртмĕ. Сред. Юм. Тор çырни полĕ-ха. Найдется, с которым судьба судила жить. (Говорят женщины, а также мужчины, не женатые). N. Кăçта ӳтĕм çĕрсе выртмала çырнă-ши? Ст. Шаймурз. † Савни-савни тиеççĕ, çырни-çырни пулмĕ-ха. ГТТ. Хăйне çапла çырнă. Такова его судьба.

çыру

(с’ыру, с’иру), scriptio, scriptura, письмо, писание. Шел. П. 63. Тутар çырăвĕ пек çыруллă, пысăк чулсем выртаççĕ (лежат плашмя). С. Айб. Çук, эпĕ çыру вулама пĕлместĕп. Сенчук. Хамăр ялсен, ай, ачисем çыру çыран тиек пек. Юрк. Эпĕ çыру таврашне вулама ӳркенместĕп, çыру кĕнеке мар. Ib. Армана пынă чăвашĕ çыру пĕлекен çын пулнă! N. Çыру ярах тăр. Почаще пиши (из письма). N. Час-час çыру яр. (Из письма). N. Çырап çыру юратса, шурă хута хуратса. N. Ман çырува илетни, çук-и? Çырса яр. Юрк. Мĕншĕн çыру ямасăр тăратăн? Ib. † Хамăр ялăн ачисем çыру çыран тиек пек. Орау. Йăванăн çырăвĕ килнĕ. Пришло пнисьмо от Ивана. N. Ванюкăн çырăвĕ çук (не шлет писем): вилнĕ пулĕ, теççĕ. N. Елекка çырăвĕ (от...) пур-и, çук-и?. N. Çакă çыруран сывă юлатăп. N. Çыру ăшне канверт чиксе яр. КС. Сана çыру килнĕ. На твое имя получено письмо. N. Василийрен çыру илеп, эпĕ те ярап. N. Çыру ямастăр вуç та. Совсем не пишете. N. Апрелĕн 27-мĕшĕнче çырнă çырăвăртан урăх çыру илмен. N. Çыру ячĕ те, хăйне курса калаçнă пекех пулчĕ. ТХКА 25. Кăвак хупăллă çыру. Кан. Çырăва ăста вăл. Он мастер писать. N. Çыру вĕççĕн калаçас вĕçне юлтăмăр. N. Çеркейĕн вилнĕ çыру килчĕ. Пришло письмо о смерти Сергея. || Ученье; грамота. ЧС. Эпĕ ĕнтĕ халĕ çапла, çырува кайман пулсан, киреметсенчен пĕчĕккĕ чунехи пекех хăраса пурнăттăмччĕ, тесе шухăшлатăп. N. Килес çул кай çырува. N. Мана, çыру пĕлмен çынна, тепле çырмалла. N. Çырăва каякан ачасене килĕшӳсĕр ан çӳретĕр. || Буквы, письмена. Юрк. Ку çырусем вырăсли пек мар. Н. Якушк. Шурă хут çине çырнă хура çыру (письмо, буквы). || Записка. N. Çырупа укçа пуçтарса çӳрет (о нищем и пр., на бедность). || Рукопись. N. Ку çырусене (рукописи) эпĕ пит нумай çынсенчен ыйтса çыртăм эсĕ хушнипе. || Чертеж. Баран. 147. Кун пек план çинче çурт вырăнĕ пĕчĕкçеççĕ тăваткал çыру пулса ӳкет. || Обыск (предбрачные документы при церковном браке). Цив. † Пупран çыру илместĕр, хĕрĕр тухса каяс пек (готовится). Собр. † Хапхăр умне шăлма атьăр (идемте), курăк шăтса тухас пек; çыру илсе хумастăр, хĕрĕр тухса килес пек. Богдашк. † Çыру туса памастăр, хĕрĕр тухса каясшăн. || Кон, предел, межа, черта. Изаиб. Т. Малтан çыру çыраççĕ. Унтан кам малтан пемеллине шăпа тытаççĕ (в игре). Ib. Кукăрта (чижик) çырăва кӳртсен. || Судьба. Собр. † Пăхăрсамăр турă патĕнчи çырăва, чун патĕнчи тăвана уйăрат.

çырлахтар

понуд. ф. от гл. çырлах, совершать моленье. КАЯ. Çырлах, Пит-тури киремет; çырлах, аслă кĕлĕ; эпир, этем ывăлĕ-хĕрĕ, санне пурне те ăçтан пĕлсе çитерес? Мĕн çырлахманнине ху çырлахтар. Амĕн (аминь), çырлах, амĕн, çырлах, амĕн, çырлах. (Молитва в тайăн сăра). Ходар. Кайран вара вăл киремете ним парса та (никоим манером) çырлахтараймăпăр, тесе хисеплеççĕ (т. е. того, как киреметь испугается свиньи или поросенка, которых не допускают близко во время варки тăйăн сăра. См. сысна). Никит. Шыв тытнине пĕлсен, ăна парне парса çырлахтарнă. Шинар-п. Вара пирĕн апи кайса çырлахтарнă та, вăл вара сывалнă. КАЯ. Çапла Сурăм киреметне çырлахтарсан, виç кунтан атте Чистай уестине суккăр хĕр патне кайрĕ. ГТТ. Çуса силлентермелле, пусса пĕçерсе пĕтĕмпе çырлахтармалла, алă валльипе çырлахтармалла; час пулмас. Шурăм-п. Петтĕр ашшĕ чассальнăксем умне кулачă татăксем хуркаларĕ: вĕсене те çырлахтарасшăн. Ib. Хура Йăван арăмĕ тĕлĕксене пĕлет: Петтĕр амăшĕ пек тӳме илсе пырса парсан, ăна çывăрнă чухне пуç айне хурать. Вара çырлахтармалине пĕлет. Болезни. Хаяр киреметсене темĕн чухлĕ çырлахтарса çӳресен те ним усă кураймăн. СЧЧ. Пичче хай вуç çырлахтарасшăн тăрăшмаст (не заботится о том, чтобы умилостивить божество жертвою), хăй пырĕшĕн тăрăшать. N. Çав йĕрĕхе кашнă çол çĕн-çынсем кайса йĕрĕхе çырлахтараççĕ. Она шу çолĕ поçлаттарнă чох сăрапа-çӳхӳпе кайса: йĕрĕх çырлах, теççĕ. || Погубить. Ст. Чек. Çапах та пусан çырлахтартăм (погубил человека через проклятья, через злых духов). СТИК. Çавăнтах çырлахтартăмăр вара: шыва ывăтрăм та, панчалт! туса анса карĕ. || Помирить, примирить, привеста к согласию. Орау. Страшнике пĕр тенкĕ укçа парса, çур штав ереке ĕçтерсе аран-аран çырлахтартăм (избавился от него). Сред. Юм. Пачăшкасĕм тôр шывĕпе çӳренĕ чôхне, çирĕмшер пус илетпĕр тесе, манран та çирĕм пус ыйтаççĕ; вăнпилĕк пус парса арран çырлахтарса ярап. Яргуньк. Эп ăна кайса çырлахтартăм та, те пуçлать ĕнтĕ урăх, те пуçламасть. Покончнл было с ним примирением, но не знаю, возбудит ли он снова процесс или нет. || Убивать. Юрк. Еркĕнĕ мĕн туса пăрахрĕ, икĕ пуслăх наркăмăш илсе çырлахтарчĕ (вĕлерчĕ, его). Халапсем 27. Хăр патра çывăрма кĕрекен çынсене эсир çапла çырлахтаратăр иккен?!

çи

(-с’и), есть, кушать. КС. † Ма çияс мар, ма ĕçес мар, тăван-çи патне килнĕ чух. N. Чирлĕ çын апат çийи-çими пурăннипе пит вăйсăрланать. Альш. † Атте-анне, пирĕншĕн ан йĕрĕр, пирĕн çиес çăкăр кунта çук. Ib. Çими тунă-и мĕн сана? N. Йыт çитăр кам! Чтобы вам пусто было! (Говорит человек, которому все не дают сосредоточиться на работе). Изамб. Т. Кăнтăрла усем уйран çине çăкăр тураса çинĕ. Ib. Хăта çи-ха, çи-ха! Халь те пит хытă çие-тĕп. Хăна аллине тыттарса: çи-ха! курма лартман, çиме лартнă, теççĕ, Ст. Ганьк. † Хура вăрман хухине эп çимесĕр кам çийĕ? (Эп çимесĕр — кроме меня, кто будет есть — эпĕ ĕнтĕ ăна çиекен). N. Эсĕ апат ăçта çиес тетĕн? Где ты будешь столоваться? Эсĕ паян апат çта çиен? Торп-к. Çийин — çийĕ, çимасан — юлăн. Если она сьест тебя, то сьест, а не сьест — так жив останешься. Имен. Сами варне çитсен, кашкăрсем тохрĕç те, лашана çия поçларĕç. Юрк. Малтан, çиес уммĕн эрехне черкки çине тултарнă чухне, кăшт кăна тултараш пек пулса еррипен кăна тултара пуçлат. Ib. Çинĕ çемĕн çиес килсе тăрат. Ib. Анне, эпĕ сана темĕн чухлĕ пăрçа çирĕн-тĕр, тесе шухăшлаттăм. Ib. Çиекен пӳлĕме кĕрсен, ку та сĕтел çинчи çимĕçсене пиллесе илсен, тытăнат ларса ĕçсе çиме. Орау. Апат çимĕш пулса ларать. Притворяется, будто не хочет есть. Ib. Çия-çия чупать, таçта васкать ку. Ib. Çиса тăрансан, нӳхрепе леçтермеллеччĕ, кирлĕ чухне исе килтермеллеччĕ, вара пăсăлмастьчĕ. Регули 560. Манăн çияс килет. Ib. 246. Виç кон çимантан ырханланса кайрĕ. Ib. 802. Çималли пор пирĕн. Ib. 15. Ик кон çимасăр порăннăччĕ. N. Çиес килменçи пулать тата! Букв. 1904. Манăн тата ытларах çиесси килсе кайрĕ. ФТТ. Çинĕ çĕре пырса кĕрсен, хунямăш пуласси ăна юратмасть, усал сунать, теççĕ. N. Çапла çине-çине çие-çие ку тарçи мăй таранчченех çисе тăрансан... N. Çиессĕм килес пулсан та, санран ыйтмăп. ТММ. Çиекенни пĕлмест, тураканни пĕлет! (Çиекенни пĕлмест, укçа тытаканни пĕлет). Янтик. Эс ытла снаях çие тăран (то-и-дело ешь), никçан та хырăм выçмас пуль сан. Ст. Чек. Çиме пире пулăшакан тесен, шуйттан та: мана та чĕнеççĕ, тесе хĕпĕртесе çиме пырать, тет. N. Пĕр эрне çиман пек. Словно неделю не ел. Хăр. Паль,. 30. Кашкăр çиессинччĕ! Сĕт-к. Çийимичченех çирăм. Я наелся до отвала. N. Паян çинĕ, ыран çимен. (Говорят о живущем впроголодь). N. Эп укçа илместĕп, çималах пурăнатăп (из-за хлеба буду жить), кĕлемей. С. Айб. † Шăмак кĕпçи çимелĕх, çăвар тути ямалăх. Сунт. Çимелли кунсем нумай малалла. Çутт. 152. Çапла чип-чипер çӳрекен ача йăт çĕмĕрчĕ çинĕшĕнех вилнĕ. Кан. Çавăн çинчен апат çие-çиех аттесене каласа пама пуçланăччĕ (начал было). Утăм. Çиес пулатьчĕ, ма çимерĕн? (Говорят гостю). Халапсем 14. Ку, выçнăскер, пĕр çăкăрне пĕре çийӳçĕм чысти çисе ярать. ТХКА 5З. Ларса çийĕр-ха пăртак. Ib. 5З. Купăста пурччĕ. Тăварланă купăстапа çитерем-ха сире, тет. || Грызть. К.-Кушки. Шăши çăкăр ăшне çисе кĕрсе кайнă. Мышь въелась в хлеб, т. е. проела в нем такую дыру, что и сама ушла в нее. || Сосать. N. Анне, эпĕ санăн кăкăр сĕтне çисе ӳсрĕм. Трхбл. Ача чĕчĕ çиет. Ребенок сосет грудь. || Промывать (берега). N. Шыв кукăрĕсенче шыв кĕрлесе тăрать те, вара çырана таçта çитех темĕн тăрăшшĕ çисе каять. N. Ванданкă ĕнтĕ тӳрех юхать, çыран мĕн çимест. Епир çур. çĕршыв 26. Вăл çурт, çурхи шыв çырана çисе пынă пирки, ишĕлсе аннă. || Протирать, изнашивать. Самар. † Аслă çул çийĕсем тумхахлă, ырă ут чĕрнисене çав çиет. Бугурус. † Пушмак тĕпне чул çиет. || Раздражать. Шел. 70. Хĕвел шевли... куç çутине çисе тăрать. N. Эсĕ унăн куçне ватпа сĕр, вăл куçне çинине сиссе шăлса илĕ те, шурă илни кайса сана курĕ. Орау. Чӳречене кар халĕ, хĕвел çути куçа çиять (в глаза светит). Кан. Кĕрхи сивĕ çил, курăнмасăр пит-куçа çисе, çурçĕр енчен кăнтăрланалла вĕçет. Кан. Куçа çиекен сарă чечексем ырă кун сунаççĕ пуçсене тайса. КС. Тĕтĕм куçа çиет. || Чесаться. КС. Çан-çорăм çиять, мулча кайса кĕрес-ха. Кан. Таса мар, хура, тарлă кĕпе-йĕм ӳте çиса, паçăр каланă пек, пăсма пултарать. Шибач. Каç выртма çитрĕ (на ночлег) те, хоçи майри калать: санăн, тет, отнă çын, тет, çӳренĕ çын, тет, санăн çан-çорăм çать полĕ, тет. Верно, тет, çать, тет, тем пекчĕ кĕрес, тет, мольчана, тет. || Делать боль сердцу. N. Нумай ман чĕрене çирĕн. || Испытывать, получать побои. N. Ай-хай çамрăк пуçăм, çинçе пӳçĕм, хăш хулара патак çийĕ-ши? КС. Паян чышкăсам çикаларĕ, курăнать, вăл. Сред. Юм. Кашни кон патак çиет. Каждый день получает побои. N. Çын патакне çиесси хырăмра уласа тăнинчен те йывăр, курăнать, çав. N. Ача-пăчаран патак çиме мар, йывăртарах сăмах илтме те пит хĕн. || Какое-то действие в игре касакла. Торп-к. Çичĕ хутчен тытимасан касакне çияççĕ. Çинĕ чухне ун çине сурса пĕтереççĕ (в игре касакла). || Забирать, захватывать, запахивать (межу). Орау. Йăрана çиса, анана пĕтĕмпех ансăрлатса хăварчĕ, çĕр çăхань! Пăх-ха, ун мĕн сарлакĕш те, ман мĕн сарлакĕш? || Пользоваться (чем), получать доход (от чего). N. Шалу çиçе пурăнать. Получает жалованье. N. Пĕччен виçĕ ят çисе порнат. Якейк. Шеремет анине воник çол çиса порăнтăм; тохса карĕ, ним тума та çок. КС. Хăйсем темиçе çĕр теçеттин çĕр çисе пурăнаççĕ. Сред. Юм. Пенçи çисе порнат. N. Çĕр çисе тăракан улпут, помещик. || Уничтожать. О сохр. здор. Çав тĕтĕрни ерекен чирсене унта пĕтĕмпе çисе пĕтерет. N. Пуринчен ытла юра çил çисе ярать. || Точить (о черви). Ст. Ганьк. Сар каччăн шăлне çăварне хăçан та хăçан хурт çирĕ, инкек çирĕ, çавăн чухне инкек çитĕр, хурт çитĕр. || Губить, погубить (человека). N. Пуринчен ытла хресченсене çĕр сахалли, çĕр вакланса пĕтни çиет. Ск. и пред. чув. 96. Ы-ых, Сетнер, астăвăн: манăн хĕре эс çирĕн! БАБ. Ах! хур турăр эсир: мана та пĕтертĕр, хăр пуçăра та çирĕр. N. Хĕрарăмсемпе явăçса çӳресен, ху пуçна та ху çийĕн! N. Вăл хĕрарăмсем хыççăн кайса хăй пуçне çинĕ. || Есть, бранить, ругать. Истор. Çавăнпа Дмитрий ӳтне куçарттарсан та, халăх ăна çиме чарăнман. || Одолевать (о горе). Сред. Юм. N. Ашшĕ-амăшĕ Ванюка урăх хĕре çураçрĕç, ирĕксĕрлесе çураçрĕç... Хуйхă çирĕ Ванюка. || Дышать (чем), вдыхать. Кан. Çĕрĕпе тусанлă сывлăш çисе выртаççĕ (дышат пыльным воздухом). || Жадно глядеть. Алших. † Алших хĕрĕ тиейса, куçпа çисе ан ярăр. ЧП. Хĕрлĕ улма тиейсе, хыпса çăтса ан ярăр; Аксу хĕрĕ тиейсе, куçпа çисе ан ярăр. Тăв. З. Туйипе куçа çисе тăракан сакăр кĕтеслĕ аттине çат-çат! çатăлттарать. || Пастись. Н. Карм. † Кăвак лашасене те çиме ярсан, анкарти пĕр хыçĕнчи çулпа яр. (Çиме яр — также: подпусти к корму). N. Вăкăрусем акараччĕ, ашакусем вăсем патĕнче çисе çӳретчĕç. Регули 682. Утсене çималли корăк пор конта. || Сплетничать, хаять, осуждать. N. † Хĕр çинчен хĕр çиекен хăй те каччă аллинче. N. Çисе çӳрет. Чăв. к. Ай-хай пуççăм, çамрăк пуççăм, çын çименни юлмарĕ. N. Чĕлхене çыртсан, çын çиет, теççĕ. N. Мана çисе мухтанакансем намăса юлса çын кулли пулччăр. Сред. Юм. Мана çиеççĕ. Про меня говорят дурное. Михайлов. † Килхушшинчи ват юман, пур кил кайăк ун çинче; пӳрте кĕтĕм — ман çинче, мана çиман çынĕ çук. Ст. Шаймурз. Çиекен çынсем тек çиччĕр, ӳт пĕтсен те, чун юлĕ. N. Çын çинине, пур хуйăха ура айне таптăпăр.

çил майĕн

по ветру; по направлению, откуда дует ветер. Иваново. Çак çурт айккинче çил майĕн вăйлă пахча ӳснĕ: ку пахча урăх çĕре саланасран чарнă.

çын çилли чирĕ

назв. болезни. ЧС. Чăвашсем: çын çилли чирĕ пур, теççĕ. Вăл çакăнсан, пит шăнтать те пуса хĕстерсе ыраттарать, теççĕ... Кам-та-кам пĕр-пĕр çĕрте ятлаçнине курсан, çинчех, çиллисем ан çакăнччăр тесе, пĕр тăвар шăлĕпе пĕр ывçă кĕл кăларса тăкмасан (вĕçтермесен), вăл çынна çын çилли çакăнать вара, теççĕ вĕсем... Тата вĕсем кĕл вĕçтерес вырăнне пĕр курка шыв кăларса сапсан та юрать, теççĕ. Çын çилли ан çакăнтăр тесе, кĕл вĕçтернĕ чух, е шыв кăларса сапнă чух калаççĕ: çавăнпа çавсем вăрçнă çĕрте çӳрерĕм; çавăн çилли çакăнчĕ пулĕ, е унăн çилли çакăнчĕ пулсан та (кунта вăрçаканĕсенĕн ячĕсене калаççĕ), сирĕлтĕр, çак кĕл епле вĕçсе каять, çавăн пекех вĕçсе кайтăр, теççĕ. Çын çилли çакăнсан, вĕсем вĕревçе илсе пырса вĕртеççĕ, вĕртсен вара, каять, теççĕ. (Рассказ чувашина о том, как лечил его вĕрĕвçĕ от çын çилли). Вăл малтанах пĕр курка шыв илсе, ман пуç тавра темĕскер пăшăлтатса каласа виççĕ çавăрчĕ те, чӳрече виттĕр тулалла тăкрĕ. Çапла виççĕ курка пуç тавра çавăра-çавăра тăкрĕ. Унтан вара пĕр сăра курки шыв илчĕ, унта тăвар ячĕ те, шĕшлĕпе хайăрса, шывĕ çине сура-сура вĕре пуçларĕ. Вĕрме ак çапла пуçласа кайрĕ: е пĕсмĕлле, пĕр турă! Турăран ырлăх, этемрен сиплĕх; кун таврăнать — таврăнтăр, çĕр çаврăнать — çаврăнтăр; Атал урлă, Сăрă урлă килнĕ юмăç-карчăк, çавă вĕрет, çавă сурать... тет. Тата урăх та нумай каласа кайрĕ те, пурне те илтеймерĕм. Вĕрсе пĕтерсен сăра куркинчи таварлă-сурчăклă шывне мана ĕçме пачĕ. Шывне çăвара чикме çук, тăварлă, çапах та пулсан ирĕксĕрех ĕçсе ятăм.

çинçе

(с’ин’з’э), назв. старинного чувашского праздника. См. Магн. М. З5. Рекеев. çинçе. (Вăл) вунçиччĕ çапсан пуçланать (когда долгота дня 17 часов), вуник куна пырать; в это время всякие земляные работы, не только пашня, но и распахивание огородов, рытье ям, воспрещалнсь (çĕре тапратмалла мар пулнă); хĕрлĕ, кăвак улача тăхăнмалла мар, шурă тăхăнмалла, хĕвел анас патне çитиччен вут чĕртмелле мар. Юрк. Пирĕн ял çула, çимĕк иртсен, пĕр эрне хушши „çинçе“ тăват. Çав çинçере çынсене нимĕн те ĕçлеттермеççĕ, ахаль анчах тăма хушаççĕ. Ялта кам-та-пулинскер пĕр-пĕр ĕç ĕçлесен, тырра пăр çапат, е урăх тĕрлĕ пĕр-пĕр сиен пулат, теççĕ. Авă çавăнпа çав çинçене тĕттĕм халăхсем питĕ хытă сых тытса тăраççĕ. Çав çинçере хĕрлĕ е кăвак кĕпе тăхăнтармаççĕ. Пурте шур кĕпе тăхăнса, хăйсем пеккисемпе пĕр çĕре пуçтарăнса, кам-та-пулш пĕр-пĕр ĕçлемес-ши, е тата хĕрлĕ е кăвак кĕпе тăхăнса. Çӳремес-ши тесе, ял тăрăх пăхса çӳреме каяççĕ. Иначе снимают с него, а одетых в красное и синее обливают водою. N. Çинçе бывает после троицы. Çинçене кĕнĕ, çинçе каласа çӳренĕ (обьявляли, чего нельзя делать во время çинçе). ДФФ. Çуракине пĕтерсен, ик-виç эрнерен çинçе праçникне тăваççĕ. Вăл праçнике пĕтĕленнĕ çĕре хисеплесе тăватьчĕç. Çинçере çĕре сухалама, тăпра чавма, çĕре шалча е юпа лартма юрамасть, тетчĕç, кăвак кĕпе, хĕрлĕ кĕпе тăхăнмастьчĕç. хуралтăсем тăрне улăхма чаратьчĕç, хĕрарăмсем хура кĕпе-йĕме çума каймастьчĕç. Ib. Вăл праçнике (т. е. çинçене) пĕтĕленнĕ çĕре (беременную землю) хисеплесе тăватьчĕç. Шурăм-п. Çинçе чухне вылясан, кулсан, шăхăрсан, купăс-мĕн каласан, тырă пулмасть, теççĕ. Ск. и пред. чув. 70. Икĕ пĕр пек пĕрлешсен, шеп те пулĕ туй! теççĕ: çинçе хăçан çитĕ-ши? епле вăхăт ирттерес. Сред. Юм. Çулла, пĕр-ик эрнене çинçе чараççĕ. Он чохне çĕр чавма, тăла пôсма, кĕпе çума, тирĕс тăкма, тăта ытти ĕçе те тума йорамас. Ib. Майпа июнь уйăхĕнче çинçе чараççĕ. Ун чôхне çĕр чавтармаççĕ, тăла пôстармаççĕ, тирĕс тăктармаççĕ. N. Унтан тата, çимĕк иртсен, икĕ эрне çинçе праçникĕ тунă (делали); ун чух вăл праçникре нимĕн те ĕçлемен, çывлăх (= çылăх), тесе. Н. Седяк. Çураки пĕтсен, пĕр эрне çĕр чавма хушмаççĕ, çак çĕр чавма юраман вăхăта „çинçе“ теççĕ. Çинçе вăхăтĕнче килте пурăнаççĕ, утă чӳкне те çак вăхăтра тăваççĕ. Собр. Çинçеччен çум çумласассăн, пăр çапат, тет. Çум çумлакан çыннине аçа çапат, тет. Тюрл. Ыраш пуç кăларнă вăхăтра стариксем пĕр çĕре пухăнса ана çине кайса пăхаççĕ. Кайса килсен, старастана: ĕнтĕ ыраш пуç кăларать, çинçе тăвас, теççĕ. Çав çинçене вăсем хисеплесе икĕ эрне ним тумасăрах ирттерсе яраççĕ. Çум çумлама та, тирĕс тăкма та, çĕр чакалама та хушмаççĕ. Çав ĕçсене тунине курсан: эсĕ халăх хушнă пек тумастăн, акă вăйлă çăмăр, е пăр çуса кайсан, сана халăхсем парĕç, теççĕ те, ĕçлеттермеççĕ. Кăвак кĕпесене те çума хушмаççĕ, кăвак кĕпесене çунине курсан, пичĕсенчен кĕпесемпе çапкаласа пĕтерсе, кĕписене çырмана пăрахаççĕ; сарă хӳрисене хĕретме те хушмаççĕ, хĕретнине курсан, сарă хӳрисене илеççĕ те, çырмана юпа çине çакса хурса, памаççĕ. Çула вăйлă çăмăр е пăр çуса кайсан: ку хĕрарăмсем çинçене хисеплемен пирки пулчĕ, тесе, вăрçаççĕ. Çапла вара вăсем йăвăр ĕçсене ĕçлемесĕр ик эрнене ахалех ирттерсе яраççĕ, Т. IV. Çинçере хуралт тăррине хăпарсан, тырра ăшă тивет, теççĕ. (К этому КС приписал: пуçаххисем выçă пулаççĕ). Симб. Çимĕкчен виçĕ кун малтан çинçе праçникĕ пулать. СПВВ. ИА. Чăвашсем тырă шăркаланнă вăхăтра çинçе ятлă праçник тăваççĕ. См. çинче.

çинче

(-џ̌э-), назв. старинного чувашского праздника. См. çинçе. Т. IV. Çинчере кĕпе çусассăн, тислĕк тăксассăн, çĕр чакаласассăн, кăмака шăлсассăн, тата урăх çавăн пек ĕçсем тусассăн, аслати çапат, теççĕ. МПП. Çинче, праздник перед троицей, продолжавшийся З дня, когда проводилось множество игр и совершалось жертвоприношение „чӳк“; полевые работы прекращались. Орау. Çинче вăхăтĕнче çĕр пĕтĕ пулать, ма таккулăха (зря) çĕре çапса ларатăн?

çу кунĕ

лето, летнее время. Альш. † Юхма шывăн сулхăнĕ, çунат чĕре çу кунĕ. Баран. 136. Çу кунĕ лаша хĕллехинчен ытларах тарлать. Ib. 90. Пур çĕрте те çу кунĕ: унта йывăç пахчи ешерсе ларать, çимĕçĕ ӳссе çитĕнет, лере хир тулли тырă-пулă ӳсет. Ib. Çу-кунĕнчех аллăна тăм илĕ. Ib. 22. Вăрманта çу кунĕ ĕçлеме чаракан урăх тăшман та нумай. О сохр. здор. Çу кунĕнче пĕртте ура сырмасăр çӳреме те лайăх. Ib. Вĕсем (пчелы) çу кунĕнче пĕр ӳркенмесĕр, ывăна пĕлмесĕр ирхи куна каçчен ĕçлесе, хăйсен хуçине уса кӳреççĕ. Ib. Çу кунĕнчех вăйлă çунă çумăрпа хытă йĕпенсен... N. Çу конче астăварах порăнăр.

çуйтар

то же, что сулăн? Кан. Тепĕр пайĕ (часть чувашской интелл.) чăвашран пăрăнса урăх çĕре ĕçлеме çуйтарчĕ.

çукăскер

çукскер, отсутствие, из-за отсутствия. Янш.-Норв. Ку хайхи, пӳртрен тухса тарма ниăçта шăтăк çукăскер (из-за отсутствия щели), урăх куçран çухалаймарĕ: кăвак кушак пулчĕ кайрĕ (вупăр). Орау. Килте хĕрарăм çукскер (так как в доме нет женщин), çăккăр пĕçерме те çын куçĕнчен пăхас пулать.

çукпала

из-за отсутствия. О сохр. здор. Пурăнмалла урăх пӳрт çукпала ( = çук пирки) çав сивĕ, нӳрлĕ пӳртрех... пурăнмалла пулсан... Бугульм. † Ай-хай, милай, хамăр тăван, сивĕнчĕ кăçалхи çукпала.

çухал

(с’уhал), пропадать, исчезать. Юрк. Çухалма кайни (пусть пропадает), ăшĕнче темĕн пит хаклă япаласемех марччĕ-çке! Б. Яныши. Мишавай пире Кортк пикĕне каялла ярса виçсе пуртарчĕ те, Кортира çухалнине пĕлчĕ. АПП. † Çӳлĕ тусем çинче çил вылять, çилĕ çĕре ӳксе çухалат; эпир савнине урăх çын савсан, пирĕн куç умĕнчен çухалать. О сохр. здор. Сасси те çухалать (у больного). СТИК. Ивана кĕтеççĕ, кĕтеççĕ — килмест. Вара çаплах çухалса карĕ (так и пропал), тет. N. Çта çухалтăн, пĕрре те курăнмастăн. В. С. Разум. КЧП. Эпĕ тухса кайсассăн, куçран çухаличченех пăхса тăр. Альш. † Шурă хутсем çырмасăр хуралмĕç, пирĕн пуçа çырнисем çухалмĕç. N. Йорпала çол çохалнă. || Заплутаться. Ала 4°. Пĕччен çӳресен-çӳресен, эпĕ çухалса кайрăм вăрманта.

çӳрейрер

форма возможности от глагола çӳре. СТИК. Ыр тантăшсем, тăвансем! Тараватрах çӳрейрер! (Здесь выражает усиленное желанье и просьбу).— Çавна çĕклейрер (стоит только поднять), хăех тухат вара; урăх нимĕн те мар, çапла калайрар (стоит только так сказать), нимĕн те тăваймĕ.

çӳçенчĕк

жуть, жуткий. Сам. 72. Пушă лăпкă çӳçенчĕк, урăх кунта ним те çук. Хастарлăх 37. Çуçенчĕк чунлă вăрман кĕтесси.

çăвар

(с’ы̆вар), рот. N. Ĕçмесĕр тӳсмелли çук пулсан, çăвара сахăр е тăвар шывĕ ĕçмелле. Орау. Çăвартах çĕртсе антарса ярать. Ib. Тăрантăм лайăх, çăвартан курнакан та пулчи тен (наелся до-отвала). Ib. Çăвартан курначченех ĕçсе çирĕм. Я наелся и насытился до-отвала (по-горло). Ib. Çăварта юн тути калать. Во рту чувствуется вкус крови. Ib. Мур ачипчи, кӳпсе пĕтешшĕсем, кун-каçа çăварсене хупмаççĕ (макăраççĕ). Ib. Çăвар чӳхеме каяп. Ib. Эп паян çăвара пĕртте чӳхемен-ха. Ib. Ĕлĕк ваттисем, кĕçĕн çăварни иртсен: паян эпĕр çăвар анчах чӳхетпĕр, тесе ĕçетчĕç, тет. Ст. Чек. Мĕн унта — çăварна курак сысашшĕ — ăнран кайса пăхса тăран! Что ты там зазевался! Ib. Калаçакан çăварне карта тытман. (Послов.). Юрк. Ку та тыттарна черккине, мунча чулĕ çине çапнă пек, çăварне ывăта парать. Имен. Çав ĕçкĕре эп те полтăм, сăра, пыл ĕçрĕм: сохал тăрăх йохрĕ, çăвара кĕмерĕ. Скотолеч. 26. Кантăр çăвĕ ĕçтерсен те анса каймасан, ларнă япалине çăваралла кăларма тăрăшас пулать. Трхбл. Вĕсен çăварĕсем пиçчĕр халĕ. Ib. Ах турă, çăварĕ хăлха таран! N. Сирĕн аçу-апу мана питĕ лайăх ĕçтерчĕç-çитарчĕç: халь те çăварта. Сред. Юм. Çерçи çăмартине çăварта хыпса çӳрет, ай, çăварта ванса каймаччĕ (çăварта ванса кайтăрччĕ, тени пôлать). Якейк. Çăвар типсе ларч (от жары). Ib. Ман Йăван çăккăр çăвартан та татмаçть. Ib. Ма-ка эсĕр мана çăвартан та прахмастăр (говорите постоянно обо мне). Ib. Санпа калаçса çăвар пылакне ярас килмест ман. КС. Çăварпа çапса çĕмĕрĕп. ТММ. Çăварна килсе кĕрессе кĕтетнем? N. Çăварна хуп, замолчи. N. Çăвар вĕççĕн калакан халап. ЧС. Кăшкăра-кăшкăра манăн çăвар та типрĕ (высохло во рту). СПВВ. Пурте пĕр çăвара сурас пулать. (Поговорка, выражающая согласие, единодушие). Собр. Арлă-арăмăн пĕр çăварпа сурас пулать, теççĕ. Б. 1З. Халăх çăварĕ хапха, теççĕ. N. Халăх çăварне кĕрсен, пулать. О чем говорит народ, то сбудется. (Послов.). Питушк. Çăвартан тохсан, хапхаран тохать. (Послов.). Изамб. Т. Çини нумай пулмас-ха (не давно ел), çăвартан пăхсан курăнат (т. е. будто пищу видно из глотки). Сыт по-горло. N. † Çăварĕ вылят, куçĕ курат — епле матур хĕрсем пур. || Глоток. Кан. Кăсинчен (= кăсйинчен) пирусне кăларса чĕртрĕ те, пĕр-икĕ çăвар тĕтĕме пăл-л! пăл! кăларнă хыççăн урăх халапа куçрĕ. Ib. Кашни паломмия ик çăвара кӳртет. Он каждое яблоко сьедает в два приема. Якейк. Прик-виç çăвар çăккăр çыртрăм. Ib. Виç çăвар шу ĕçрĕм. N, Икĕ-виçĕ кон пĕр çăвар çăкăрсăр нăмай порăннă. Орау. Çăмартасене хытă пĕçерес, пĕрер çăвар тумалла пулччăр. БАБ. Çыннисем (собравшиеся при этом) пĕр курка сăра та ĕçмеççĕ, пĕр çăвар çимĕç те çыртмаççĕ. N. Эсĕ килтен пĕçерсе янисене пĕр çăвар та çисе пăхман. N. Виçĕ çăвар, то же, что тат. ӧч кабым. || Рот, т. е. едок, N. Килте ĕç çук, çăвар нумай, тăрантаракан никам та çук, теççĕ. || Отверстие у некоторых предметов. Ст. Чек. Кушук çăварĕ — противоположно кушук тĕпĕ. С. Тим. Кăмака çăвар умне сĕтел лартса, ун çине минтер хураççĕ. ССО. Вара патша ача ашшĕсене (отцов юношей) янă та, хăйĕн тарçисене шăтăк çăварне чул кайса купалама хушнă. N. Шăтăкăн çăварĕ хупăнса тăнă. N. Вăл шăтăк çăварне пысăк чулсем йăвантарса хурăр. N. Хутаçăн çăварĕ пысăк. Н. Сунар. Тилĕ Иван тарçа каланă: эсĕ михĕ çăварне (отверстие мешка) епле çыхрăн? Альш. Çав патаккисене пуç-чиккĕн тытса пынипе леш сĕрекийĕн çăварĕ карăнат та, унта пулăсем кĕрсе пыраççĕ. N. Пĕр тĕле чарăнчĕ, пичĕке çăварĕ аяккинелле пулчĕ. В. Ив. Кашни ама чечекин тĕпĕнче пĕчĕкçеççĕ тĕвĕ пур, тĕвĕ тăрринче çунатланса тăракан çăвар пур. || Употребляется переносно и в др, оборотах. N. Урам тăрăх чупса çӳресе çăвара мĕн килнĕ (quic quid venit in buccam), çавна калаттăр (говорили). Орау. Кам ачи-ши ку, çăварĕнче пĕр тутлă сăмах та çук (все говорит глупости). СТИК. Çаварĕнчи сăмахне те калаймаст. (Гов. про человека стесняющего, про мямлю). Ск. и пред. чув, 75. Пор вырăна пуçтарăнсан, ун çăварĕпе пуплеççĕ. Кама 19. Иллене çапла кала.. Çăварĕ çӳлте-ха унăн. Никама та парăнасшăн мар. N. Виç çул асапланса лартнă вите ахалех Ваççа çăварне кĕрсе ӳкрĕ (досталось легко Василию). КС. Пĕр çăвартан çиса пурăнаççĕ вăсам, т. е. живут очень дружно. N. Пĕр çăвартан пурăнаççĕ усем (дружно, согласно, о супругах и др.). || Горлан. (Так называют одного человека, который в праздники напивается и все время поет). Сред. Юм.

çăка хысми

(с’ŏга), прозрачный сок, стекающий после сдирания лыка. Козм. Туперккульос 27. Çулла апачĕ те урăх. Хурăн шывĕ, серте, кăшкар-ути, пултăран, хур-туни, çăка хысми.

çăт

(с’ŏт, сы̆т), глотать. О сохр. здор. Çын скарлатинапа чирлесессĕн, унăн пырĕ çăтма ями ыратакан пулать. Орау. Çăтса антар, проглотить. N. Çăтса ярас, проглотить. Алших. † Сарă улма тесе, хыпса çăтса ан ярăр. ТХКА. Сăмахранах каласан, пирĕн хура свешченĕк тĕнче мулне пĕтĕмпе пĕр çăвартан çăтăччĕ. Самар. Çын çинине çăтса ларан. (Что) ты куски считаешь? Тюрл. Çăтсо (с’ŏтсо) ларать. Видит, как другой ест, и сам испытывает желание есть. См. çăтăхла. N. Ăна çăтса ярас пек, шăлĕсене шатăртаттарса тăнă. || Затягиваться (дымом при курении). СТИК. Эп туртнă чухне тĕтĕме çăтмастăп. Когда я курю, я не затягиваюсь. || Принимать в себя, втягивать, затягивать. Утăм 9. Сивĕ пек пĕчĕкçĕ шывсене Атăл тата урăх та пит нумай çăтать. КС. Йӳçĕ çăтать. Трясина втягивает в себя. Ib. Лашана йӳçĕ çăтнă. Лошадь утонула в трясине. Панклеи. Çĕр çăтнă (провалившийся в землю) хола çĕр çине тоххĕр. Якейк. Çĕр çăтса кайман пуçна. Ib. Çĕр çăташшĕ (сильная ругань). Тюрл. Эй, çĕр çăташшĕ! Кама 49. Çĕр çăттăр вăт-тăк. || Хапнуть (чужое имущество). Изамб. Т. || Клевать (о рыбе). Пшкрт. Полă çăтат. || Уничтожать. Ст. Чек. Алла, ку сăмовар кăмăрăк нуммай çăтат.

çĕртен кăлар

вынуть из земли. || Лишать земельного надела. Кан. Çĕртен кăларас, Ваççили Хветăрчă, саккун тăрăх урăх акаймасть, срук çитрĕ, теççĕ.

ççç

(с’с’с’), межд. приглашения к соблюдению тишины. N. Ççç! тесе, виçшер хут каларĕ, тет, кайран мана пуçларĕ, тет. Ç! тесе манса карĕ, тет те, урăх кăçкăрма асилеймерĕ (= аса илеймерĕ), тет.

така пуç çитерни

(така пуçĕ çитерни) назв. обряда. СТИК. Качча кайнă хĕре ашшĕсем сурăхсем парса яраççĕ (парне). Çав сурăхсем пăруласа така тусан, вăл такана пусса, пуçне хĕр ашшĕсене çитерме каяççĕ. Така пуç-урисене килте пĕçереççĕ те, ăна чашкă-савăт çине хурса, çыхса, хăнана илсе каяççĕ, çавăнтах тата пăтă, урăх мĕн пĕçерсе каяççĕ.

тарăх

(тары̆х), досадовать, сердиться, возмущаться. N. Темĕн пек (весьма): вĕреннĕ çак усала, тесе тарăхать, анчах туртма (табак) пăрахаймасть. Çĕнтерчĕ 48. Хăш чух эпĕ: мĕншĕн эпир пуян пулнă-ши? тесе, темĕн чул та тарăхатăп. || Чăв. й. пур. 28. Якку вара кайран пит тарăхса йĕнĕ. Яккăва çапла тарăхтараççĕ. Çылăха та, намăса та пĕлмеççĕ. Ib. Ашшĕ вара нимĕн тума та аптранă. Вара пит тарăха-тарăха йĕретчĕ. || О надоедливом человеке. Изамб. Т. Эпĕ кинтен тарăхап. Мне сноха надоедает. || Сердиться, возмущаться. СЧЧ. Пичче (брат) кулнипе Лукка пичче (дядя Лука) пĕтĕмпе тарăхса çитрĕ (осерчал), тет. N. Темшĕн ямаççĕ (письма), питĕ тарăхатăп. N. Хресченсем тавар илеймесĕр шалт тарăхса пĕтеççĕ. Орау. Ах, тархас килет-çке ман (сержусь, меня зло берет). || С послелогом „çи“: сердиться на кого. Панклеи. Йăван патша хĕрĕ çине тарăххĕр (разсердился). Ст. Чек. † Уччаскана кайса, эп çул турăм, аслă çулсем çине, ай, тарăхса; ял-ял урлă кайса, эп тус турăм, ялти хĕрсем çине, ай, тарăхса. || Жаловаться, негодовать, N. Хĕрсем çинчен тарăхса çыру янă (написали, жалуясь). || С тв. пад. БАБ. Тытăнат вара (тут) ачисемпе тарăхма (жаловаться, негодовать). || Выходить из себя. В. Олг. † Перĕн кинеми сак шăлат. Чонтан посса шăлсассăн, сак хăми те авăнат. Чон тарăхса çитсессĕн, сана та (новобрачную) полин ави-ха (поколотит тебя). || Терпеть горести. N. Тепĕри хăй ĕмĕрĕнче пĕр ырă курмасăр тарăхса вилет. N. Мана аттепе анне тарăхма анчах çуратса янă. || Раскаиваться. Орау. Ӳлĕмрен нумай тарăхăн та-ха, халĕ тулĕк ман сăмаха итлеместĕн. || Мучиться. Чăв. й. пур. 15. Леш çынсем каланă: калăпăр, калăпăр; эпир унпа тарăхнă ĕнтĕ, тенĕ. N. Тĕлĕкпе тарăхан. ЧС. Çавăнтан (от того, что умирают лошади) тарăхса ĕнтĕ пĕр лашана пĕлекен çынтан (у знакомогр человека), куккасенченех, илчĕç. Орау. Паян лашана Салапайра (местность) тарăхса шыраса çӳретĕп, а вăл килсе выртнă та, выртать. Ib. Паян ку суха-пуçпе пĕтĕмпе тарăхса пĕтрĕм (замучился), пĕртте путлĕ пымаçть, урăх ларттарас пулĕ, тем, кумпа ака пĕтереймăп. N. Пирĕн ял, çăва тухсан, çавăн пирки (из-за опойцы) çумăрсăр тарăхат. („Питĕркке шăтăкĕ“). N. Чирпе тарăхса порнаççĕ. Ст. Чек. Тарăхаттăм-çке унпа пурăннă чухне! „Живя с ним, я не видала светлого дня“. N. Вăл ыттисем пек вырăн тупаймасăр тарăхса çӳремест. ЧС. Вăл хĕр тарăхнипе тарасана сикмен-ши? Хурамал. Вара кушакки выçă тарăхнă та, хăй хӳринчен пĕр алтăр çакнă та, пĕр çулпа тухса кайнă. || С исх. пад. Истор. Вырăссем тутарсенчен пит тарăхса пурăннă. || Испытывать крайнюю нужду. Ст. Чек. Çукран тарăхап. Испытываю крайнюю нужду во всем. || Заботиться. N. Тимĕрĕç те çавăн пек сунтал кутĕнче тимĕртен пĕр-пĕр япала тăвасси çинче тарăхса ларать. N. Паразитла пурăнакан чунлă япаласем тарăхса ĕçлесе пурăнмаççĕ. || Усердствовать, стараться изо всех сил. N. Аптăранăран, тарăхса (= тăрăшса), сана парне паратпăр (аптăранăран сана парне паратпăр). Орау. Лаши тарăхса туртать, çапах та вырăнтан та тапратимаçть, аллă пăт пулĕ унта, таçта кайма тиянă. Ухмах, вăрманта пĕр йăвăç та хăварасшăн мар курăнать, вăрманти йăвăçа пĕтереймăн унта. Чăв. й. пур. 31. Акă! кам-шăн тарăхса ĕçленĕ ĕнтĕ вăл? Вăл мула, хăй чунне хĕрхенмесĕр, камшăн пухнă ĕнтĕ вăл? Ib. 17. Вăл вара татах юлташĕсене шырама тухса кайнă, татах темĕн пек тарăхса шыраса çӳресе те тупайман. || Всячески добиваться, биться, стараться, лезть из кожи. Орау. Тем тăвать ку унта, тарăхса калаçса ларать (принимая близко к сердцу, желая добиться, выходя из себя). Альш. Малтан вăл териех тарăхса вĕрмес, тет. Виççĕмĕшĕнче-тăваттăмĕшĕнче питĕ хытă тытăнса вĕрчĕ, тет (отчитывала от „ие“). Конст. чăв. Эпĕ ку таранччен тарăха-тарăха шыраман та пулăттăм та, манăн кунта тăван кукка пурăнать. Орау. Тарăхса çын хутне кĕрсе калаçса тăрать ку Кĕркури; тем кирлĕ, хăй хутне такăш кĕрес (а кто за него самого вступится)? || Выходить из себя, уверяя... Чăв. й. пур. 27. Вăл: ĕçместĕп (водки), тесе, пит тарăхнă, çапах хăратса: ĕçмесен, пăрахмастпăр (не отстанем), тесе, ирĕксĕрех ĕçтернĕ. Ib. 6. Вăсем малтан Ваçка сăмахĕпе тунма (отпереться, negare) хăтланнă, тырра илекен вара пит тарăхса каланă: вăсем те пурччĕ, тесе. Унтан вара вăсене хĕсе пуçланă. Хĕсе-хĕсе вара вăсем те каланă (признались): пурччĕ çав (мы были там), тенĕ. Ib. Пăртак йĕркене пĕлекен çын темĕн пек тарăхса каласан та, ăна пĕртте ĕненмеççĕ.

татăл

(-ды̆л), обрываться, отрываться, разрываться, обломиться. Орау. Пĕр-ик-виççĕ чиксе туртрăм та, çиппи татăлса карĕ (татăлчĕ). N. Хĕçĕ (его сабля) те татăлса карĕ, тет. N. Тăха татăлса ӳкрĕ. N. Урисем татăла пуçларĕç. || Отрываться, отстать (в перен. см.). Туперккульос 17—18. Хăшĕ çапла çирĕм çул хăйне тӳрлетекен тухтăртан татăлмасть (т. е. все лечится). N. Выçă тиллĕн куçĕсем çырла çинчен татлаймаç (все смотрят на ягоды). N. Таçтан татăлса çуралса ӳснĕ çын пекех туйăнса карĕ. Календ. 1907. Унта пурăнса салтак килне-çуртне манать, ĕçрен татăлать (отрывается от домашней работы). О сохр. здор. Çынна сиен ан тутăр, тесе, ун патĕнчен татăлма кирлĕ мар. N. Пĕтĕмпех пăсăлнă, таса пурăнăçран татăлнă (отстал). || Переломиться. N. Хора вăрман варăнче (= варринче) хорăн тенел татăлчĕ, вĕрене тенел сыпрăмăр (устроили кленовую ось). || Разрываться (в перен. смысле о сердце). Сборн. по мед. Ача чĕри татăлас пек кăшкăрать. || Прерываться. Изамб. Т. Хыт-сухаран вара Пукравччен ĕç пĕрре те татăлмасть. || Срываться. Ст. Шумат. Унччен те пулмар, Кăтăри (имя героя сказки) татăлч-анч (свалился с дуба). || Вскрываться (о реке). N. Атăл татăличчен, до вскрытия Волги. || Прерываться (о дороге весной). Слакбаш. Çул татăлнă, дорога стала непроезжей (весною). || Переводиться. Шурăм-п. Кăмака çинчен тырă хăшин татăлмасть (не переводится, т. е. все время сушится). N. Ун кил-çуртĕнчен хĕн-асап татăла пĕлмест. N. Куçран кушшу татăлмарĕ (т. е. все время плакала). Суждение. Пĕрре пĕрин патĕнче, тепре тепĕрин патĕнче икшер-виçшер кун ĕçеççĕ — çапла хĕлĕпе сăра татăлмасть. Ib. Пирĕн алăран ĕç татăлмасть. Сборн. по мед. Ун чухне вăл ялта пĕринчен пĕрне ерекен чирсем те питех татăлса пымастьчĕç (не прекращались, случались очень часто). М. Сунч. Чиркӳре вилнĕ çын татăлмасчĕ (постоянно были). СТИК. Ун патĕнчен вырăс татăла пĕлмест. У него всегда русские. || Лишаться. Завражн. Окçаран татăлса карăм. Обезденежел. Собр. Карман тĕпĕнче укçа виçĕ пус та пулсан çӳретмесессĕн, укçаран татăлать, теççĕ. Ст. Чек. Ăйхăран татăлтăм. || Оскудевать. Менча Ч. Ашран-пăшран, тырăран-пулăран татăлса тăмалла тумăсăнччĕ. (Моленье). N. Кашни килĕре пулăран татăлса тăман. || Отлучаться. N. Пирĕн чăвăш килтен татăлмасть. || Сходить (с языка, напр., брань). Йӳç. такăнт. 17. Çăварĕсенчен ирсĕр сăмах татăлмасть (не сходит с языка т. е. они все время ругаются площадной бранью). N. Вăхăтсăр мыскара айван çăварĕнчен татăла пĕлмест. || Расчитаться, расплатиться. N. Тĕрĕс татăлтăр-а? (Из письма; ставится с твор. падежом). Орау. Унпа татăлтăм ĕнт эпĕ. Унпа урăх пару-илӳ çук. N. Халь эпĕр татăлтăмăр иксĕмĕр. Теперь мы в расчете, т. е. уплатили друг другу долги сполна. Изамб. Т. Эпир санпа татăлтăмăр. Мы с тобою в расчете. N. Хăçан та пулсан таталăпăр (расквитаемся). || Быть уплачену. N. Ут окçи татăлман-ха. || Отстать (от других, в пути). N. Манпа пĕрле кайнă ачасам йăлтах вăрçа кайса пĕтрĕç, эпĕ пĕчченех татăлса йолтăм. || Быть решаему. Бес. на м. г. Тата сирĕн халăх хушшинчи кирек мĕнле ĕç те эрексĕр татăлмасть (не решается). || Надрываться (горевать). Альш. Е уйăрăлат та тухат, авлансан — каллах ашшĕ-амăшĕ татăлат (горюют). В. Буян. † Ай-хай тăванăмсем, тантăшăмсем! ан йĕрĕр маншăн татăлса („так, чтобы этот плач потряс тебя, сломил твои силы“). Батыр. Эпĕр атте-аннерен уйрăлса кайнăшăн ан йĕрсемĕр çамрăк ачасем пек татăлса. В. Тим. † Атте-анне, ан йĕр маншăн хурланса, сăпкари ачу (так!) пек татăлса. АПП. † Эпирех каятпăр уйрăлса, атте-анне юлат татăлса. || О горьком плаче. N. Вăл çапла татăлса, йĕрсе тăнă çĕрех пӳрте юлташĕ пырса кĕнĕ. N. Вĕсем пилĕк çул тĕрмере лармалла сут тунă тенине илтсен, татăла-татăла йĕре пуçланă. ЧП. Ан йĕрĕр, хĕрсем, пирĕншĕн татăлса (сильно убиваясь). Пазух. Ан йĕр, тусăм, татăлса йĕрес куну малалла (еще впереди). Ib. Тусăм, ытла та ан йĕр эс татăлса, урăх çынна каймăп, сана пырăп. ЧС. Çумкка (утопленник) ӳтне курсан, тăванĕсем пурте татăлса йĕре пуçларĕçĕ. N. Татăлса макăрас, рыдать. Ау 9°. Ибрахиме курсан, хĕр татăла-татăла йĕме тытăнчĕ. || Выбиться из сил. Трхбл. † Çӳренех те утăм çăлтăр-хушка, татăлминччĕ савни умĕнче. N. Кашкăрăн кĕте-кĕте хырăмĕ вĕçсе татăлас пек выçать. || Уговориться, условиться, договориться. Никит. Çапла йăмахласа татăлсан (когда решили так), пурте килеле саланса пĕтнĕ (они). Никит. Вара ирпе хĕрсем ял хушшинчен чăнах кайăпăр (на опахивание от мора), тесе, пуçтарăнса йăмахласа татăлчĕç. Тюрл. Кçон тапранмаллине кайса татăлас (о начале свадьбы, решить дело свадьбы). Сунт. Малтан Лисукпа калаçса татăлчĕ. Сначала договорился с Лизой. N. Эпĕр унпа хăçан ĕçлеме тытăнасси çинчен калаçса татăлтăмăр. N. Парăмсем пирки калаçса татăлнă тени тĕрĕс марри курăнчĕ.

тата

(тада), еще, кроме того. Регули 1527. Манăн конта пилĕк ĕне, вăлсамсăр поçне тата тепре атти панче. Ib. 1473. Эпĕ, атти, Онтри, он пичĕш, тата ман йăмăк пырса (эп пырса, атти пырса). Ib. 1488. Вăл пире ĕçтерчĕ те, çитарчĕ те, тата окçа пачĕ те: çавăншăн она ыр сăмах калас мар-и?. Ib. 1476. Атти ман ватă, тата хоравсахрах. N. Мĕн тата кунта çаплах ларас, терĕ, атьăр çанти вар хушшине, унта çырла нумай. Вишн. 66. Тата пĕчĕкçĕ ачасем, упаленекен е утакан пулсан, кăмака тăмĕ, тата кăмрăк пит çиеççĕ. Ib. 69. Тата хăш-хăш шыва усал пулса ĕçмелле те мар пулать. Ib. 60. Тата çавăн пекех çырмасенче, пĕвесенче пулă ярса ĕрчетес пулать. Ib. 73. Тата хăш-хăш çĕртре хĕрӳ кунсенче яланах вĕт кайăк-кĕшĕк (ӳпре) çӳрет. Çавăн пек çĕрте шыв çулĕ пур тесе, шанса алтма та юрать. К.-Кушки. Тата Вăрнар çук-ши? Нет ли еще (других) Вурнар? (или: м. б. есть еще другие Вурнары). Çутт. 56. Çапла, çаплах çав. Ахалех пуян Ваççана тата мăнтăрлататпăр, терĕç. Орау. Çĕрĕпе тем чул вутă çунтарсан та, кашни каç çавăнтах выртсан та, вутă татах пурччĕ (хватало, не изсякали). || Вдобавок. Орау. Ишекре хваттер лайăхчĕ, шалу сахал пулсан та, кунта тата кăçаллăха хваттер çук. N. Çынна вĕлернĕ те, теççĕ, тата ыйтать: мĕншĕн çыхатăр? тет, теççĕ. Алекс. Невск. Тутарсем çĕмĕрсе тăкни çитмен, татах урăх тăшмансем: шведсем, нимĕчсем, литовцăсем, халăх вăйсăрне кура, вĕсене хирĕç тăра пуçланă. Чхĕйп. Тата тепĕр ик туй арĕм пек пулнă. Ала 98. Илья пролокĕ чӳркӳре йопа çинче çорта лартма ытах кансĕр, çорти ӳкет тата. || Еще (энкл.). Указывает на обстоятельство, которое также надо иметь в виду. П. И. Орл. Тулĕк вăл виçĕ сăмах анчах çырать тата, çырнă чухне нуммайрах çыртăр вара. N. Эс тата ма салтса илтĕн-ке? А ты зачем еще сняла с нее (монисто)? Регули 1502. Парать-и тата? Эпĕр итмесĕрех илĕпĕр. О земл. Малашне мĕнле май пулăшать тата. Регули 1424. Вăл халь те килиман. Вăл тата халь те (халь те тата) килмен. Шурăм-п. Вĕсем, вырăсла сăмах тесе, çак кирлĕ сăмаха халăхран туртса илесшĕн. Ку аванах та мар-çке тата, ку халăх чĕлхине чухăнлатни пулать-çке. || Выраж. противоположение, когда к предшествовавшему присоединяется нечто последующее, его отрицающее. Орау. Эп ку пир-тăлласене çума парас, терĕм те, памарăм тата (а потом не отдал). Ib. Эпĕ ăна питĕ хытă çиленсе çитрĕм те, татах каçартăм. N. Ку килте, лешĕ таçта тата (а тот, не знаю где). || В возражениях. Альш. Карчăкĕ каланă: мĕшĕн çимерĕн тетĕп, тенĕ. Старикĕ каланă: çирĕм вĕт тата! Тет. (Смысл такой: ведь я поел, чего же тебе еще надо?). Баран. 79. Çула пурăнма аван-и тата? терĕм. || При сравнениях усиливает перевес качества, как русск. еще более. ЧП. Син-пылтан тăван тата тутлă (еще слаще). Юрк. Улпут картишĕнчи çынсем тата та питрех (еще более) пăсăлнине (испорчены) курсан, ку, Карачăмĕ, унта слушит тума пăрахса, хăне хулана леçтерет. В. С. Разум. КЧП. Сухан пит йӳçĕ, пăрăç тата йӳçĕрех. Регули 1422. Вăл манран тата номай ăста. N. Манăн тата лайăх кĕнеке пур. У меня есть книга еще лучше. Срв. Манăн тата тепĕр лайăх кĕнеке пур. У меня есть еще хорошая книга. ЧС. Аслати тата хытрах авăта пуçларĕ, пирĕн чӳречесем чĕтресе анчах тăраççĕ. ЧС. Акă эпĕ тата питĕ хăра пуçларăм. Я испугалась пуще прежнего. Ала 31. Эпĕ юмах тата нумай пĕлетĕп (т. е. кроме этих). С. Тим. † Пуçа ухса ташлама кĕмĕл-тенкĕ кирлĕччĕ; халь те кĕмĕл кĕмĕлне, тата кĕмĕл кирлĕччĕ (как будто еще серебрянее; срв. пинтен пин). Кан. Малашне татах та нумайтарах (еще больше) чăваш ĕçхалăхĕ Шупашкар пульнитсине эмелленме килессе шансах тăратпăр. Цив. Ку тата пит вăрăм, кулмаллисем пит нумай. Эта сказка еще далеко не вся (много длиннее того, что я рассказал). Шурăм-п. Ачасем тата нумай юрă юрларĕç. Менча Ч. Ку юмах тата вăрăм та (длиннее, чем здесь приведено), эпĕ ăна пĕтĕмпех йĕркерен пĕлейместĕп. Ала 70. † Çӳлĕ-ах та тӳ çикче виçĕ хурăн, çил силлемесĕрех силленет; çил силлесен, тата, ай, силленет. Дик. леб. 31. Патша арăмĕ, çиленсе, ăна татах курайми пулнă. || Выражает иронию. Орау. Çылăх вĕт! — Çылăх тата! (вот еще! с особ. иронической интонацией). Ib. Юрамĕ тата! Вот еще не годится. || Все-таки, опять-таки. Яргейк. † Макăра-макăра сат хураларăм, тата атине юрама пулмарĕ. ЧС. Акă манан пурак та тулчĕ ĕнтĕ, çырла татах (все еще) нумай. || Опять. N. Халь анчах тохса карĕ, тата килчĕ. N. Карĕ вăл татах хулана (опять ушел). Юрк. Лармастăп, тет ку татах. Он опять-таки говорит: „Я не сяду“. СПВВ. БМ. Тата, тăта, еще, опять. || При уступлениях. КС. Ĕçмесен пыратьчĕ тата, хăй пит ĕçет. Как бы он не пьявствовал, так было бы туда-сюда, а (ведь) он больно льёт. N. Хăш (хăть?) эсĕ вырăнтах пурăнсан тата аптăрамăпăрччĕ. N. Хăвăр укçăра пĕтерсен татаччĕ. Анчах эсир харам укçана, эпир тар юхтарса тунă укçана пĕтеретĕр. N. Вăл ахаль иртĕнет пулсан татаччĕ. Орау. Патакки тата, пуши çав, пуши çунтарать. Палка-то еще что, а вот кнут-то, кнут-то больно обижает! (Говорила чувашка о побоях, которые она терпела от мужа). N. Хăй кайни татахчĕ (ладно-бы), ачана вĕлермĕçин юрĕччĕ. || Ну, что же, что... См. Оп. иссл. чув. синт. II. N. Вĕлерсессĕн (лошадь), упăшкине ак çапла элеклесе каланă: санăн аку лашана чиксе вĕлерчĕ. Упăшки уна каланă: вĕлерин, тата мĕн тăвас, тенĕ. || Употр. во многих чувашизмах. Орау. Уярпа (от засухи) пушăт ӳкми пулать (лыки не снимаются) пуль? — Вăл тата мĕлле май апла халь (это еще что, а вот...), ак çĕртме анисем хытса каяççĕ-ха! Красная Горка. Автанĕ тата (а тут еще петух) кĕлет çине хăпарса кайнă та, тек-текех кăшкăрса, улпут пек тăрать. КАЯ. Анне алăк тăрса уçсан, хай килемей: фу! эпĕ килсенех усал сывлăш тухса тарчĕ, терĕ. Эпир аккапа: халĕ пирĕн патра усал (нечистый) çук, тесе, хĕпĕртенĕ-кайнă тата. Чертаг. Сыв пул (Прощай)! — Сыв пул тата! (ответ). К.-Кушки. † Эс савнине эп савсассăн, тата савма юраттăр (т. е. тогда для тебя возлюбленная будет еще дороже, ценнее). N. Эпĕ килте полсан татаччĕ.

тачă

(таζ’ы̆, таџ̌ы̆), близкий (о родне). Прим. см. ача яшки. СПВВ. Пит таччи (в смысле близкий; коротко знакомый). N. Ашшĕ-амăшне ывăлĕ-хĕрĕ пек тачă тăван урăх çук та. || Плотный. || Плотно, близко, рядом. Орау. Тачă, тач. Кан. Кĕкĕрт çунма пуçласан, алăкне тачă хупса лартмалла. Кн. для чт. 97. Вăл алăкне тачах хупса хăварман. Шорк. Тĕкме пит тачă лартнă. Баран. 80. Карапа шыв ан кĕтĕр тесе, люк теекен шăтăкĕсене тачă питĕрсе лартаççĕ. Нюш-к. Шалчасене тачă лартса тух. О сохр. здор. Урай хăмисене вĕсен хушшинче пĕр шăтăк юлмиччен тачă сарас пулать. N. Орай хăми тачах çыпăçман (сбиты неплотно). Шел. 6. Пĕр тăвансем пек тачă пĕрлешсе... || В близкой связи, дружно. N. Кирек мĕн калаçма та ирĕк пулсан, патшалăх пухăвĕпе халăх пит тачă тăрĕччĕç, пухура мĕн тунине халăх пĕлĕччĕ.

те

(тэ, т’э), неизвестно... ли, неведомо... ли, я не знаю... ли. N. Те Микихвере кӳршисем каласа кăтартнă ун ачисем ват карчăкран кулни çинчен. N. Эпĕ она кăтартрăм та, вăл те соккăр, ним те кормарĕ. Ст. Шаймурз. † Кăмакăрта хăйсем (лучины) шăлтăртатать, те çунас вăхăт çитнĕрен (не знаю, оттого ли, что эй наступила пора гореть, т. е. , м. б., эй наступила пора гореть). N. Сана эпир хытă кĕтрĕмĕр, анчах эсĕ те килте, таста, çавна эпир пĕлместпĕр (мы не знаем, дома ли ты, иди где в другом месте). Орау. Паян çăмăр те пулать (неизвестно, будет ли сегодня дождь). N. Те усĕрнипе (от кашля) ыратать... Я не знаю, от кашля, что ли болит... (в просторечии: не знай, от кашля болит). N. Те кăнтăрлана (на обед) чĕнет ĕнтĕ... Я не знаю, может быть, это уже зовут на обед (в просторечии: не знай, уж на обед зовут). || С иронией. Ст. Чек. Те унта шăнса выртмалла! (Говорит человек, которого посылают на холод). || Как будто. Изамб. Т. Ыраш парса ярсан, Ваççа калат: те, Елим каламасан, эпĕ Елчĕк çуннине пĕлместĕп (как будто я не знаю) (quasi vero nesciam) без Елима (т. е. без его сообщения), что в Яльчиках был пожар). || Иногда повторяется. СПВВ. Те апла, те капла. Не то (нето) так, не то (нето) эдак (в просторечии также: не знай так, не знай эдак). N. Урăх çыру ярасси те пулать, те пулмасть. Не знаю удастся ли еще послать письмо. N. Вĕсем те вилĕ, те чĕрĕ тухнă (вышли из боя). Орау. Ыран те пурнан, те вилен. Ib. Ыранччен (до завтра) те пурнан, те вилен. N. Ыранччен те куратпăр (увидим), те курмăстпăр. Регули 479. Те корнă, те корман. Не знаю видел, не знай нет (т, е. не знаю, видел или нет). Ib. 1438. Те вăл каять, те ашшĕ он каять. Не знай он поедет, не знай его отед (т. е. не знаю — он ли поедет, или его отец). Шугуры Ц. Вăл вăхăтра эпĕ пĕр пилĕке те çитнĕ, те çитмен, уна астумастăп. Не помню, было ли мне тогда лет пять: или меньше, или больше. || Может соединиться с другими выражениями неведения или недоумения. Янтик. Хулана те карĕ тем. Не знаю, съездил ли он в город. СТИК. Те кашкăр темĕн! Едва ли это волк! (В Сред. Юм. это значит: не знаю, волк, что-ли!) Ib. Те кашкăр, те мĕн! Неизвестно, волк ли, что ли (т. е. волк или что другое). Орау. Пирĕн кукамайпа пĕр тăван хĕрин хĕрĕ пулмасть-ши вăл? — Те çапла, темскер. Это не внучатая ли внука (внучка) нашей бабушки по матери? — Не знаю, может быть и да. Юрк. Те тĕрĕс пулчĕ, темĕн ĕнтĕ, çын сăмахĕ. (Уж не знаю, правду ди он сказал). Бес. чув. 9. Ку лаша манăн ватăлса çитрĕ (совсем стала стара), çурхи тырра те акаймĕ темĕн (не знаю, удастся ли с ней справить весенний сев). Изванк. Те ăна ытла çилентертĕмĕр пули-мĕн. Или уж мы очень разгневали его?.. ЧП. Килекен тăванçăм килми пулчĕ, те хамăр начартан, те мĕнтен (потому ли, что мы бедны, плохи, или по какой другой причине).

тем

(т’эм), неизвестно что. См. темĕн. Регули 510. Тем (темĕнле) полать-ха. Не знаю, что (еще) будет. Синьял. † Вăрман хĕрĕнчи кăвак пĕлĕт, тем çăвасси пур халĕ. Пуç капташки-маклашки, тем курасси пур-халь ун. Сунт. Тем тăвассу пур. Не знаю, что мне сделаешь (т. е. ты со мною ничего не сделаешь. Ответ на угрозы). ТХКА 49. Тем тăватăр ĕнтĕ (не знаю, как вы решите), кайма та хăрамалла, лашасене те шалккă, тет анне. Амăшĕнчен ыйтсан: ашшĕ тем тăвать, тет. СТИК. Тем пулат, тем килет-ха, тен мункунччен вилĕпĕр-кайăпăр! (Погоди, вот доживем до пасхи, там увидим). || Неизвестно какой. Шел. II. 64. Ма ан кăтарттăр (почему не показать), вăл тем япала мар вĕт (не бог-весть что). Истор. Иван Калита аслă княçра чухне вĕсем тем сăлттавпа (по какой-то причине) Радонеж ятлă хулана куçнă. Все, что угодно; весьма многое, разнообразное. || N. Уйăх хушши мар, пĕр эрнере те тем пулас, тем килес. N. Темрен те паха. Дороже всего на свете („дороже не знаю чего“). Ст. Яха-к. Çав кунсенче тем те курăн çавăн пек япаласене (увидишь много подобных вещей и не знаю каких). || Нечто страшное. Шел. 102. Саншăн (из-за тебя), пĕчиккĕскершĕн, пире темех тумĕç-ха (ничего особенного не сделают). || Не знаю. Регули 481. Тем, пĕлместĕп эп. Не знаю, мне это неизвестно. Ib. 486. Тем тес. Не знаю, что сказать (quid dicam nescio). Орау. Час килет-ши вăл? — Тем, пĕлместĕп. Ib. Пырать-ши вăл, çук-ши? — Тем тăвать („не знаю, как он поступит“). Придет ли туда? — Не знаю. Якейк. Виçĕ пус окçа та çок, тем тума пĕлес халь (не знаю, что делать). N. Пирĕн тем тумалла çук япалана. N. Эпĕ орăх хоть те ярирăп-и, тем. || Не знаю, что об этом сказать (затрудняюсь определенно высказаться). Орау. Вăл хăй кăмăллă япшар çын пек туйăнчĕ те, тем тата. Мне показалось он любезный человек, впрочем не знаю... || Иногда только смягчает последующее заявление, или отнимает от него силу полной уверенности. Торп-к. Пичĕшĕсем ыйтаççĕ, тет: макăртăн-и мĕн, Хăрхăн, тесе калаççĕ, тет. Пике калать, тет; тем, макăрман та, йывăç турачĕ çапрĕ те, çавăнпа кушшуль тухрĕ, тесе каларĕ, тет. Регули 843. Тем, каяс çок вăл паян. Ib. 482. Тем, корман эп. Не знаю, я не видал (мне кажется, я не видал). Другой смысл (с иною интонацией): „мне по этому делу ничего не известно, я не видел“. || Должно быть, кажется, как видно, возможно. Панклеи. Попĕ корчĕ те: Макçăм, сан кĕсре окçа кăларать, тем, тет. Орау. Тем, ку Йăван кĕçĕр килмеçт пуль (наверное, не придет; верно, не придет; как видно не придет), кĕтес те мар. Никит. Татнă пек çырлине сутсах килет тем. Видимо, она придет домой тогда, когда продаст набранные ею ягоды. Янтик. Хулана карĕ тем (повышение голоса на „хулана“). Видно он в город поехал. Сред. Юм. Паян çăмăр пôлать тем? Возможно сегодня будет дождь? N. Ĕни сĕтсĕр мар тем те (кажется): çаканĕ нăмай та, çанпа çитмеçт, корнать. Орау. Ирех юрлатăн, ачам, тем сан паян макăрмалла пулать пуль. Регули 485. Вăл тем. Кажется (думаю, что), это он. N. Сахат чарăнса ларчĕ тем вăл çĕрле. Б. Нигыши. Старикки каланă (старухе): çарăкне хăпарса курмасăрах кулатăн тем (кажется), тесе калать, тет. Якейк. † Ай акиçем, йăмăксам, тем ытлашши каларăм поль, кайтăр-поттар! ан тийăр. (Солд. п.). Нюш-к. Эс манран пĕр виç çул аслăрах-ши? Эс манран пĕр виçĕ çул аслăрах тем вара (еще более увеличивается продолжительность). Панклеи. Чăнах тем. Кажется и в самом деле правда. || Как будто, словно будто, quasi is. Регули 480. Эп, тем, каларăм сана. Не знаю, сказал ли я тебе (как-будто я сказал тебе). N. Тем пĕр-пĕрне çиленнĕ пек, тек пĕр-пĕрин патне нимĕн хыпар тумасăрах пурăнатпăр. С. Айб. † Турă утма савса эп ӳстертĕм, тем хам савăнса ларса, ай, çӳрес пек. („Тем“ придает здесь оттенок раскаяния). Сунт. Тем, пуян çынсем пек. Ib. Çанталăкĕ, тем, сулхăнлатрĕ. N. Тем, аван мар пек туйăнать. || Нередко соединяется с другими выражениями или предложениями. Регули 484. Те ярас тем. Не знаю, посылать (послать) ли, или не посылать (послать). Ib. 780. Вăл пирĕнтен инче мар; те килет тем конта, эп она пĕлместĕп (не знаю придет или нет). N. Мĕскерле, чăваш хушшинче пурăнса, чăвашла вĕренейчĕ-ши вара (а удалось ему выучиться)? — Тем, вĕренейчĕ-и вара (или: те вĕреннĕ тем, или; темĕскерле вара). А когда он жил в чувашах, удалось ли ему выучиться по-чувашски? — А не знаю (а не сумею тебе сказать). Бр. п. водку 16. Хамăр ялăн каччисем темĕншĕн тем ыйтмаççĕ (не сватают). N. Тем авланас пулĕ салтака каяччен. || Не знаю почему. Изамб. Т. Тем вăрçаççĕ вара? || Не знаю что; шут знает что. N. Çавăн пек сăмахсем вĕсенĕн урăх та нумай: çавăн пек пулсан, тем курас пулĕ (испытать придется). С. Тим. Курăкран çӳхе, темрен вăрăм (длиннее не знаю чего). || Что-то. Шурăм-п. Тем калас, тет пулмалла. Должно быть, что-то хочет сказать. Сред. Юм. Тем алхастарнă поль сире. (Çынсĕм пит чарăнмасăр вылясан, кôлсан калаççĕ). Уже не... ли (указывает на одну из возможных вероятностей). Ib. Пĕр пит йосав каччă иртсе кайрĕ, хăтана каймарĕ тем (т. е. уж не пошел ли он невесту сватать?). || Что-то (= почему-то). Орау. Пĕр çулнехи пек кахатлăх ан пултăр кăçал (как бы не случиться неурожаю), тем çăмăр çук. СТИК. Тем пуç ырата пуçларĕ, те сĕрĕм çакланчĕ. Что то начала болеть голова, не знаю — угорел. Алгаз. Тем урамалла пăхрăм та, çынсем мăкăр-мăкăр вуласа чупаççĕ. N. Çынни тем чирлĕ, типшĕм, лутра хăйне хăй хавас мар пек кăтартат. || Служит для усиления. НИП. Тем пысăкĕш чăрăшсем (огромные ели). Орау. Вучĕ тем çӳлли çунать. Пламя поднимается на огромную высоту. || Употребл. в чувашизмах. Сред. Юм. Тем çăва ятлăччĕ çав! Не знаю шут знает, как его звали! Ib. Тем çăва патне ярат онта мана! Не знаю (шут знает), зачем посылает он меня туда! N. Тем мурне (также: тем ахратне, тем шуйтанне, тем хăяматне, тем масарне; тем çăвине, почему-то). Сред. Юм. Тем çăвалла çын ô, нимпе те манран йôла пĕлмес. Шут знает, что он за человек — все за мною вяжется. Ib. Паян ô кайни такçанах, тем ĕмĕр пôрăнчĕ ôнта (долго находился или пробыл). Ib. Тем чир пик аса та илмен эп ôна. Не знаю, я как-то не припомнил этого. Ib. Тем çăви полнă. Не знаю, что случилось (шут знает, что случилось). Шурăм-п. Хăйне теме (dat.) хурса, таçти пухура пек, никам ăнланайми сăмах калать. С крайнею гордостью он произносит никому непонятную речь, как будто на каком-то важном собрании. Ск. и пред. чув. 57. Тем хăтланман-ши, темĕскер туман-ши? Не наделал ли он чего? Сĕт-к. Çав пачкалăка тĕкĕ пемелле (надо подпереть подпорой): тем çĕрех солăнса кайнă. || Чорт знает к чему, зачем. Орау. Тем ухмахне палăртать вăл. К чему обнаруживает он свою глупость?

тем те пĕр

всякая всячина. О сохр. здор. Вĕсем темм те пĕр, тислĕк (тирĕслĕк) е урăх таса мар япаласене тăкакан пĕвесенче, кӳлĕсенче, юхан шывсенче пулаççĕ (глисты). СЧЧ. Хăй тем те пĕр каласа чӳклет, тет. Янш.-Норв. Тĕлĕкре ăна иесем тем те пĕр тума вĕрентеççĕ. Н. Карм. Ну, эппин эсĕ иртнĕ çура ман аттене тем те пĕр каласа пĕтертĕн (говорит волк ягненку). N. Тем те пĕр курнă (я видел) кĕçĕр тĕлĕкре. Могонин. Унта вăл çынсем тем те пĕр (всякую всячину) илсе тавăрннă. Сред. Юм. Тем те пĕр илсе толтарнă. Накупил разных вещей, всякой всячины.

тепĕр

(тэбэ̆р), другой (второй), второй из двух; alter. Срв. урăх, другой, иной, alius. Б. Яныши. Çак пулă çисе ларнă çĕре тепĕр кашкăр чупса пычĕ, тет. N. Хай юмăçи тепĕр сĕтелпе тĕпел кукăрне ларнă. Йомзя села в угол за другой стол. Орау. Паян сучĕ пулмарĕ, тит, тепĕр сута хăварчĕç (отложили до другого заседания суда), тит. N. Тепĕр конче, на другой день. || Еще один, и еще один, praeterea unus. Орау. Кунсăр пуçне тепĕр каç анчах çыврап. Кроме этой ночи я переночую (здесь) еще только одну ночь. Яргуньк. Вара арăмĕ, Йăван çывăрсан, çак груша тата икĕ валяй дубинушкăпа тепĕр тутăр илчĕ те, хăйпе пĕрле варлă пурăннă ĕмпӳ ывйлĕ патне тарчĕ. Синерь. Пĕр шăшипе тепĕр сала-каяк икĕ пĕрчĕк сĕлĕ тупнă, тет. (Одна) мышь и (еще один) воробей нашли зернышко овса. Изванк. Тата лере чăх пусса çиме пĕр пĕчикрех хуран, тепĕр пуçламан пичке лартрĕç. N. Пĕр кĕпе, тепĕр йĕм, тепĕр носки, тата пилĕк листă хут. Шибач. Онта пычĕ тепĕр çӳçĕ. Туда еще пришел один портной (сначала приходил плотник). N. Вон тенкĕ панă полсан (она ему), тепĕр пилĕк тенкине (другую пятишницу) калах ыйтап (с него возьму назад?). N. Тата тепĕр часси (кроме того, часы) парса ятăм. Йӳç. такăнт. 15. Усал, яхăна та ямасть, ваттисемпе ятлаçас тесен! Çитĕнĕ акă тепĕр Вирĕс Лăриванĕ, каттăршнай... N. Тепĕр май çавăр. Коракыш. Пемесен (если не застрелишь меня), эпĕ сана пĕр çурăма, тепĕр курка сĕтĕме парăп, тесе каларĕ, тет (медведь). Альш. Ес-кӳллĕн тăрăшшĕ сахалтан пĕр çухрăм пур-тăр, урлăшĕ тата тепĕр çур çухрăма яхăн пуртăр. С. Айб. Тата тепĕр çĕр пар-ха. Еще сто рублей дай-ка (точнее: еще одну сотню). N. Унăн пĕр аллине касса татнă, тепĕр çур çăкăр парса хăварнă (брат). Эпир çур. çĕршыв 19. Киремет тĕми айĕнче çăл куçĕ, тата пĕчикçĕ кӳлĕ пур. Инçе мар тепĕр кӳлĕ лакăмĕ пур. НАК. Унпала пĕрле мăн-кĕрӳ арăмĕпе ларать кĕçĕн кĕрӳ, тата тепĕр шăппăрăç ларать. || Иной. N. Рикшиусем хăш чухне талăкра хĕрĕхшер-аллăшар çухрăм чунаççĕ, чупасса тепĕр лашаран та хытăрах чупаççĕ (шибче другой лошади, т. е. быстрее иной лошади). Ачач 100. Куракансем те пулнă. Пĕччен кăна çӳремест, тет. Тепĕр юлташĕпе, тет. Кан. Тепĕр сăмахпа каласан (иначе говоря): çемьере тăватă ятак пулсан, вăл киле пĕр кил вырăнне памалла. ТХКА 8. Тепĕр çĕрте чăвашсем çĕр çынтан сакăрвун çын траххомпа чирлени пулнă. N. Тепĕр пуян патне кайсан та, кун пеккине тупас çук. || Еще. Ст. Яха-к. Маçилке карчăк вара: тепĕр ик-виç кунтан (еще дня через три) килĕп, тесе янă (сказала пришедшей к ней женщине). N. Тепĕр ик уйăхран, еще месяца через два. N. Тепĕр икĕ эрнерен (недели через две) пыма хушрĕ. Шарбаш. Тепĕр пăластăк (= пĕр ластăк, немножко) тăрсассăн, постояв (побыв) еще немного. Шугур. Ц. Килте тепĕр çула яхăн (еще с год) пурăнсан, аннепе пĕр арман хуçи патне пурăнма карăм. N. Тепĕр кон чол порăнсассăн, прожив еще столько же. N. Тата тепĕр олтă çохрăм. Еще шесть верст. Кан. Унта чăваш тăватă кил. Тепĕр икĕ чăваш килĕ вăрмана, кăк çĕрĕ çине лараççĕ (еще два двора чуваш селятся в лесу, на росчисти, на чищобе). N. Атте çук, анне 55 çулта, тепĕр аппа куçсăр, эпĕ 15 çулта. || При перечислении может значить: первый, второй, третий и т. д. || В другой раз. Сред. Юм. Тепĕр килсен (в Курм. тепре килсен), при втором приходе. Никит. Тепĕр пынă çĕре тухатмăш карчăк каллах ал ĕçĕ (алĕç) тытса ларать. Когда он пришел во второй раз, колдунья опять сидела за рукодельем. || При обозначениях времени иногда указывает на повторенне, наступление в будущем той самой поры или того момента когда говорящий произносит свои слова. КАЯ. Тепĕр çак кунччен (до сегодняшнего дня следующего года) мана тьыха парсан, каçарăп. (Слова киремети). N. Тепĕр çак вăхăтчен. Собр. Тепĕр çав вăхăтчен. || При обозначении приблизительного счета соответствует русскому еще приблизительно. N. Тепĕр иккĕ-виççĕ, еще два или три. N. Тепĕр ик уйăхран, еще месяца через два (т. е. приблиз. через 2 мес.). N. Тепĕр пилĕк уйăхран тата (татах) килĕп. Месяцев через пять я опять (еще опять) приеду. N. Прик кон шăнтса, тепĕр эрне пылчăк. || Следующий. КАЯ. Тепĕр кунче (= кунĕнче) аттесем кунĕпех ĕççĕрç (= ĕçрĕç). На другой день (postridie)... Изванк. Тепĕр кунчех, на другой же день. Б. Яныши. Тепĕр эрнере тунтикун пирĕн пата Сăранкассисем мана йĕп кăларма илме пурчĕ. N. Тепĕр кунĕн ирхине, чух шурăм-пуç (= çурăм-пуç) килнĕ чух, ирех çитрĕç Мускава. См еще прим. Оп. исслед. чув. синт. II, 66 (внизу).

тетен

(те+и+тен), может быть, возможно. N. Ку лавккара йӳнерех параççĕ-и тетен? (В др. гов. ку лавккара йӳнерех параççĕ те-и-тен? Вопросы не означают сомнения в правильности фразы). Алик. Мана тетен вĕлерĕç, вара çĕçĕ тăрăх йон юхса анĕ (стечет). Изванк. Мур, тетен эсĕ хамăр ял çынех пулĕ, тетен шыври пулсан та, вутри пулсан та, хирти пулсан та, вăрманти пулсан та, тетен урăх япаларан пулнă пулсан та, ăçта сана ăсатса яратпăр, çавăнта кай. (Изгнание мора). N. Контах полсан, тетен чĕрех йолăп (останусь жив). || Нередко соединяется с вопр. и др. частицами. КАЯ. Тетен кăна хутпах пĕлтерни тен (м. б. известили), те ĕнертемпе хăй илтнĕ. Н. Шинкусы. Тетен чăн та-и (может быть, и верно), терĕç. Ходар. Тетен эпĕ сире кӳренмелли сăмахсем каларăм пулĕ. В. С. Разум. КЧП. Тетен вĕсем ăна шухăшлаççĕ те пулĕ.

тыт

(тыт), держать; брать в руки. Якейк. Порçăн тоттăр йăмăкăм, пуçа çыхса каям-ши, алла тытса каям-ши? Регули 101. Вăл тытса тăчĕ вăлсене ӳкесрен (вăл тытса тăчĕ: ан ӳктер, тесе). Он держал их, чтобы они не упали. N. Онта çулла хорлăхан çырли питĕ нумай полать. Çавна вĕремсĕр татса çисан, алли ним те тытими полать, тенĕ. Ст. Шаймурз. † Пилĕке тытса ташлама çут пиçиххи пусанччĕ! Шурăм-п. Йăван салтак пăтине сулахай аллипе хуран (тамăка хурантан тунă) çумне тытса сылтăм аллинчи мулатакĕпе вăй çитнĕ таран çапрĕ. Ала 93. Ашшĕ утса пырса çӳçĕнчен ярса тытнă та, çӳлелле йăтса тăратнă; хуллен, сак çине çӳçĕнчен тытнипех, уттарса кайса лартнă. N. Вăл ăна (вăрра) аллинчен çатăртаттарса тытнă та, çавăтса пырать. Кан. Татăка аллийĕнчех тытса выртнă. N. Вăкăра пĕри мăйракаран (за рога) пăявпа тытса тăрать. || Поймать, ловить. N. Сат хуçи ман юлташсене пурне те тыта-тыта ватнă. Юрк. Çавăнтан вара ку пуçлăх тытăнат кăсене эрехпе тытма: монахсем шыв ăсма кайсан, калле килелле килнине кĕтсе тăра пуçлат. Баран. 119. Вăрманта темиçе тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк пурăнать. Çынсем вĕсене тыта тăраççĕ. Альш. Мана Петĕр тытса ирĕксĕрлерĕ (изнасиловал). Регули 665. Эп тытнă полла исе карĕç. Ib. 440. Çӳресен, кайăкне тытинччĕ. Ib. 441. Кайăкне тытинччĕ; кайăкне полсан тата ярăтăмччĕ. Ib. 437. Эп тытăпин, мĕн тăвас санăн. Ib. Вăл кайсан кайăкне тытсанччĕ. Ib. З28. Вăл ялан онта тытакан. Ib. З27. Вăл онта пол тытакан. Ib. 237. Вăл она тытни лайăхчĕ. Ib. 230. Пол тытса килет. Пол тытса килчĕ. Ст. Шаймурз. † Курайман та çынсем питĕ нумай, тытсах çыхаймĕç-ха хĕрпеле. Ала 60. † Картишĕнче, аттеçĕм, сакăр сар ут, пĕрне ан тыт, атте те, пурне те тыт. ТХКА 49. Ытла тĕттĕм те, çапах кайса тытмалла пуль лашасене, терĕ атте. Ib. Атьăр, эппин, каяр. Шыраса тупар, тытса килес лашасене. Ib. 86. Шураç ачисем кĕтӳрен лашасем пыра-пыра тытаççĕ. || Хватать. Изамб. Т. Ачасем алăран алла тытнисем юпа пулнисен алли витĕр тухаççĕ. Тораево. Вĕсем кайран парнине пурте пырса тытнă. Альш. Авал салтака тытса (силою) панă. Ст. Чек. Аллăма ярса тытмарăм (не сделал, не было желанья, праздно?). Ib. Мана, тарçа тытнă пек: навуса тăк-ха, тет. Аллăма ярса тытмарăм. Орау. Темскер хăямач çине ларнă та, пырать... Теме те тытса кӳлĕç, тăрсан-тăрсан! Регули 700. Тытмала маррине кăтартрăм. Ib. Тытакан мар çынне кăтартрăм. || Переносно — держать (в руках). ЧП. Эпир илес хĕрсене ашшĕ-амăшĕ хытă тыттăр. || Удерживать. Кан. Сулăнса кайса ӳкме тăрсан, ăна тепĕр хăнана пынă çын ӳкесрен тытнă та... || Удержать (деньги). N. Çĕмĕрнĕ алтăршăн çитмĕл пус (20 к.) тытса юлтăм (или: тытрăм, или: катса юлтăм). Кан. Учрежденин кооператива памалли парăма тытса юлмала. || Производить расход, тратить деньги. Урож. год. Халех пин тенкĕ тытать. || Держать (в чем, что). Янтик. Урана ăшăра тытас пулать. О сохр. здор. Тир тумтир çынна пит ăшă тытать. Регули 691. Тытмалли утне кăтартрăм. || Держаться (за кого, за что), хвататься (за что). Орау. Ан юл, тыт ман аркăран. Кан. Йăвăç татăкĕнчен тытса, хумсем тăрăх 24 сехет хушши çӳрерĕм (плавала). Яндобы. Иван тус, хам çине утланса лар, хытă тыт, тесе калать, тет, кашкăрри. ТХКА 50. Атте малтан пырать, Пуртăсем пирĕн сылтăм алра. Сулахай алпа аттене эпĕ сăхман аркинчен тытса пыратăп. Шăллăм та мана çапла тытнă. N. Эсĕ манран (за меня) тыт (держись), эпĕ унтан тытăп. N. Эсĕ мĕшĕн сăмсăна тытса тăран? Юн каять. N. Килти шухăша тытсан, пĕтерес укçуна та пĕтерес килес çук. N. Манран тытатни? Камран тытан? За меня будешь держаться? За кого будешь держаться? (в собств. см.). N. Тытмаллине тытса пар малтанах. || Застигать, заставать на месте преступления. N. Вăрăпа тытнă. N. Çĕнĕ кутăрта кама эрехпе тытнă? Орау. Хĕрӳ çумăнче тыттăрним мана? Арăмупа тыттăрним мана? Ib. Эсĕ апла калама хĕрпе тыттăрним (= тытрăн-им) мана?... Ib. Эп сана, куçу шăтса юхтăр, парам ак, тытсан. Я тебе дам: пусть лопнут глаза, если поймаю. Регули 725. Эп онта кайсан, мана тытĕç. || Держать (экзамен). Курм. Ваçли! Кай Хусана иксамĕн (-н’) тытма. Ib. Е иксамĕн тытимасан (= тытаймасан), мĕн питпе киле каяс? || Городить. Кан. Шкул пахча картине 42 чалăш çĕтрен тытмалла. Юрк. Хапхипе хӳмисене те тытса çаврăнат (загораживает). N. Якур ав чее, вăл хай пайне карта тытса хучĕ. Чим-халĕ, акă эпĕ те тепĕр çул хам пая тытса хурам, теççĕ хăшĕ. Собр. † Çак ялăн укăлчине тытайăттăм шур хĕлĕхпе, уçăшăн мар, илемшĕн. Изамб. Т. Капан йĕри-тавра вĕрлĕк тытнă. Альш. Елшелĕн ун пек халăхран ыйтмасăр пыра-пыра тытнă пахчасем ăçта пăхнă унтах пур. Ib. Хăяр пахчисем нумайĕшĕ çереме туха-туха тытаççĕ те, çавăнта пахчи-пахчипе акса сыхлаççĕ. || Поражать болезнью (о покойниках). Им приносят жертву, состоящую в бросании кусков калача, меда и пр., напр., при возвращении с базара. При этом говорят: „умăнта пултăр!“ То же свойство приписывается и другим предметам. Ст. Чек. и др. Юрк. Вилнĕ çынна çимĕç таврашĕ е ĕçкĕ таврашĕ хывмасан, çав вилнĕ çын тытат пулат. НТЧ. Киремете пуççапаканнисем пĕри чирлесенех: ах! анчах кăçти киремет тытрĕ-ши куна? юмăçа кайса пăхасчĕ, теççĕ. N. Час-часах вилнĕ çын ялти çынсене кама та пулин тытса чирлеттерет. Ала 2. Апла пулсан та вилĕ тытать, вăл тытминччĕ (хорошо, если бы...), теççĕ. Магн. М. 104. Вилнĕ çын тытни. НЭ 118. Мунча вучĕ тытнă. Болезнь причинил банный огонь. Ст. Яха-к. Çук çав, кирик хăш çын та киремет тытмасăр чирлемеçт; тăвассине ăна çинченех тытса туса пăрахас пулат, юмăç мĕн тума хушнине, тесе калаççĕ вара хăйсем. Коракыш. Ати-апай, ан тытах! Çырлах! Килсе, икерчĕ, сăра çийăр-ĕçĕр. (Ваттисене хывнă чухне калаççĕ). Шинар-п. Халĕ те хăш-хăш çын е ӳслĕкпе пулсан: çав çăл тытрĕ, тесе, çăкăр татăксем кайса пăрахаççĕ, вара вĕсен ӳслĕк чарăнать пулать. Могонин. Киремет çывхăнчен пĕр йăвăç кассан, киремет çиленсе çынна тытать те, çимали-ĕçмели парсан, çураçать, теççĕ. || Покрывать (об инее). Çутт. 77. Хĕлле вара вăл шăтăксене шап-шур пас тытса лартать. || Воспитывать, ростить. N. † Ай, инкеçĕм, Алти инке! Эсĕ тытнă ывăл-хĕре эпĕ те тытса пăхам-и? (Хĕр йĕрри). N. Ăна лайăх тыт. || Воспринимать (ребенка, о повитухе, о восприемниках). ГТТ. Эпĕ унăн ачисене тытнă. Я крестный его детям. Якейк. † Ах, кортăм, хĕр кортăм, тăла варрипа тытнăскер,— ĕмĕр иртнĕн туйăнчĕ. N. Çак хăвăр тытнă ачана хăвăрăн тăван ачăра юратнă пек юратăр. || Приниматься (за дело). Ир. Сывл. З4. Тытаччен çех ĕç йывăр. Альш. Алă ĕçĕ тытат: пĕрне кĕпе çĕлет, пĕрне йĕм çĕлет; пĕринне саплат, тепринне аслатат. Якейк. † Инки сакки — шор сакки, шор шопăрсăр тытмарăм, итту инкия йоримарăм (даже, чтобы лавку мыть, надевала „шопăр“). || Пользоваться, употреблять. Нижар. † Хусан витри — шур витре, эп тытмассăн, кам тытĕ? Çав ял ачи — сар ача, эп каймассăн, кам кайтăр? N. Ку чашкăпа чĕресе вара урăх çĕре тытмаççĕ. Вĕсене ăрасна çĕрте тытаççĕ. || Задержать. Пазух. Ах хăтаçăм, хуçаçăм, виçĕ тавлăк тытакан, çичĕ тавлăк вăл тытрĕ. Истор. Эсĕ пирĕн патăртан кай ĕнтĕ, сана тек (больше) тытмастпăр, тенĕ. N. Шап çурта пек пĕвĕме ӳстертĕм, тем атте-анне тытас пек. N. Эсĕ манăн мĕн çамрăкранпах тытакан ĕмĕтĕм. || Содержать. СТИК. Кил-çурта тирпелесе, тирпей тытса тăракан хĕрарăм мар; ял тăрăх, кӳршĕ-арша яньккат. Ib. Тирпей тытса тăрас, быть распорядительным в доме по чистке и уборке. || Точить. Альш. Тимĕрçĕ пуртă, çĕçĕ тытнăшăн (= хăйранăшăн), кĕтӳçĕ „сăвапшăн“ (= ахальтен). КС. Тимĕрç лаççине кайса, пурт тытас-ха (наточить на вертящемся точиле). || Застрелить. N. Тепĕр çул кайăкçă çак мулкача тытнă (застрелил). || Прикладывать, приставлять. О сохр. здор. Сивĕ шывпа йĕпетнĕ туттăра тытсан та, вăл (укус ужа), тӳрленет. Ала 91. Икĕ аллине тути патне тытатьчĕ те, пуçне кăшт çĕрелле чнксе пĕр шарламасăр, пĕр хусканмасăр ларатьчĕ. N. Пӳрнине сăмси çумне тытнă. || Ст. Шаймурз. Çын панче кăвакал çисен, хурăвăн çуначĕнчен тытсах хур. (Послов.). || Загнать чужую скотину (напр., застав ее на озимях). Орау. См. вĕчче. || Направлять. N. Хăв ăсна хăв тыт, ман пек ан пул. || Насытить. О сохр. здор. Хăш-хăш хĕрарăмсем, яшка тутлă, тутă тытакан пултăр тесе, аша юри вăрах вĕретеççĕ. Виçĕ пус. 4. Тырă пĕрчипе хăярăн тути пĕр пек маррине, тата вĕсем пĕр пек тутă тытмаççĕ иккенне пурте пĕлеççĕ. || Кан. Инке çатма аврипе хăмсарнине хирĕç тытать. || Класть. Синерь. Марья хăранипе аллине пуç çине тытнă чух çав хĕçе тиврĕ, тет те, пурни татăлса кăрават айне кĕрсе карĕ, тет. || Обходиться, обращаться. Тайба-Т. † Йыснаçăмах çавă пур, тыта пĕлсен — ĕмĕрлĕх, тыта пĕлмесен — виç кунлăх. Ib. Илсе тытса пăхтăр-ха. Стюх. † Йыснаçăмах Иван! Тыта пĕлсен — ĕмĕрлĕх, тыта пĕлмесен — виç куна. || Брать в руки, употреблять (напр. книгу), заниматься. Юрк. Çырăва (чтение и письмо) тытас тесен те, пушă марччĕ, ялан ĕçпеле пулаттăм. В. Олг. Алă ĕç тытман эп нимĕскер те. Я не занимаюсь рукодельем. ТХКА 75. Йыснапа улмаш хам та суха-пуçĕ тытрăм. Халиччен суха-пуçĕ тытманччĕ эпĕ.— Вунулт çула çит-ха, вара сана суха-пуçĕ тыттаратăп, тетчĕ атте. Изамб. Т. Вуниккĕре чухнех суха-пуç тытнă. Вунтăваттăра авлантарнă. N. Парнисене пăхаççĕ, тет, пирри-аврисене пăхаççĕ, тет, пурте тĕлĕнеççĕ, тет, хĕрсен пирри авринчен, тытни-тунинчен N. Санюк кĕнекине питех тытмас (не очень-то берет в руки). Орау. Ман кĕнекене кам тытнă? Кто брал мою книгу? (напр., если на ней остались следы). В. С. Разум. КЧП. Ку япала алла тытмалла марскер пулнă. Этого предмета, оказывается, не следовало брать в руки. N. Тытса пĕр. || Браться. Никит. Тепĕр пынă çĕре тухатмăш карчăк каллах ал ĕçĕ тытса ларать. N. Тытнă ĕçе тăвас килмест. Торп-к. † Çакă ялăн ачисем ир тăраç те, чĕлĕм тытаç, çавăнпа хĕрсем юратмаç. Ала 92°. Вăсен кĕписене никам та тытса çăвакан пулман, вăл хăех пĕр вунпилĕк çула çитеччен пичĕшийĕн кĕпине, тата хăйĕн кĕпине никама та çутарман. СТИК. Вăл тытнă-тунă-пăрахнă. || Править, управлять. N. † Чул-хулана тытмашкăн, мĕн авалтан пухнă мул кирлĕ. N. Вăл икĕ лапка тытнă. N. Семен ватăла пуçласан, хăш чухне ывăлĕ Иван (сын его Иван) ашшĕ лапкине те тытнă. N. Тыт (ашшĕ-амăш çуртне). || Хранить, беречь. N. Укçана лайăх тыт. N. Çын çинчен сăмах ан вылят, ху ăшунта тыт. || Тратить, расходовать. N. 15 тенкине çурта тыт (на дом? на хозяйство?). || Издерживать. N. Если панă пулсан (пособие), пӳртрех тытăп. || Поддерживать. Орау. Илем тытса, тĕс кӳртсе, хитрелетсе мухтанать. || Править (напр., лошадью). Янорс. Атте мана: тыт лашуна, манран ан юл, терĕ. Ст. Чек. Ялан амăш хыççăн кăна çӳренĕ, лаша тытса курман-ха. СТИК. Лашăна тыт, держи лошадь в сторону. Сред. Юм. Юрк. † Атăл урлă эпĕ каçрăм сулăпа, суллăн пуçне тытрăм хулăпа. || Держать путь. Собр. Анчах лаша тӳрĕ тытса пырать-пырать те, çавăрнкаласа пăхать, вăл: пирĕн хуçа лайăх ларса пырать-ши, тесе, пăхать. || Иметь в наличии (о деньгах). N. Ĕмĕрте окçа тытса корманнисем халĕ виççĕр тенкĕрен кая тытмаççĕ. N. Халех перекетре пин тенкĕ тытать. Регули 647. Он пак окçа номай тытакан лайăх порнма полтарать. || Уличать? N. Эпĕ вăсене пĕрерĕн тытап. N. Аппаратне (самог. аппарат) мĕншĕн тытмастăр? || Подавать (руку). Сĕт-к. Пĕчĕкиççĕ кинĕм пор, килен-каян ал тытат. (Алăк хăлăп). || Нанимать. Изамб. Т. Ул çул кĕлтене тытса кӳртертĕм. Конст. чăв. Кукка тинĕс хĕр(р)инчех пароход çине çитечченех кимĕ тытрĕ. К.-Кушки. Эпĕ вунтăватта тытрăм. Я нанял за 14 р. Чăвашсем 27. Вара çынна (умершего) çума тытăнаççĕ, ăна хăшĕ хăй çемйипех çăват, хăшĕ тытса çутараççĕ. Чăв. й. пур. 26. Сухине тытса сухалаттарать. N. Укçа парса тытма сан укçа çитмĕ. Орау. Пĕр-ик-виç ача тытсан, туххăмах леçсе парĕç (отнесут). || Принимать (в картах). Сред. Юм. || Пришивать, нашивать, оторачивать. Сред. Юм. Кĕпе аркине шараç тытрăм. К подолу рубашки я пришила тесьму. В. Олг. Сăхмана пир тытас (положить подкладку). Собр. † Хранцус кĕпене кам юратмĕ, аркисене лайăх тытсассăн. Н. Тим. † Шур тăваткăл кĕççе кĕтессине пурçăнпала тытса çавăрнă. Ходите во свете. Нихăш халăх тытман йӳнĕ тĕрĕсем. Альш. † Сирĕн çире камсулсем пит килĕшет, те аркине тикĕс те тытнăран. N. Çухана вара темĕн-темĕн, тутар хĕрĕсеннĕ пек, хутлă-хутлă тытса пĕтернĕ: унта хĕрлĕ, кăвак, сарă, симĕс. Аркине каллах ик-виç хутлă тутарла илемлетсе тытнă. Н. Якушк. † Хăранцуски кĕпи сирĕн пулĕ, тытас арки çанни пирĕн пулĕ. ЧП. Аркине пархат тытнă. ЧП. Эпир йĕтĕн кĕпи тăхăнас çук, хул айне хăмачă тытас çук, аркине харанцуски тытас çук. || Бить (о лихорадке). N. Ах, ачана сив чир тытать, эрĕм шывĕ ĕçтерес. [Шу тытнă ăна, ахаль полас çок. Хора тăван киремеч тытнă полĕ]. || Вести (войну). N. Тата ăна вăрçă тытма, вĕсене çĕнтерме панăччĕ. || Рвать. Б. Хирлепы. † Пирĕн патра юманлăх, тăрăнчен йĕкел тататпăр, кутĕнчен тукăн аватпăр. || В чувашизмах. N. Хăна ху çӳле ан тыт (не зазнавайся). Досаево. Тепĕр кĕркунне вĕренме каяс тесе, эпĕ те шут тытрăм (надумал?). N. Паянхи кун çиме пулмасан, епле вара пĕтĕм çулталăкшăн терт тытăп? N. Хан, çавна илтсен, Александр çине тытса çурас пек çиленсе çитнĕ (обозлился как зверь; был готов его разорвать). N. Мĕн тытас-тăвас пулсан та (при всяком предприятии), ху ĕçлессӳ çинчен аса ил. N. Ах, мĕн тăвас, мĕн тытас! Янтик. † Турта тулли турă утна епле тытса кӳлĕн-ши.

тыткала

учащ. ф. от гл. тыт. Якейк. Торатсенчен тыткаласа (хватаясь за сучья), йăвăç тăрне хăпарса карĕ. Кан. Карта тăрăх тыткаласа килелле уттартăм. Я пошел домой, хватаясь за изгородь. || Держать в руках, брать в руки. Аттик. ЧС. Çак чиртен кайран тетен сулахай алли типе пуçларĕ, пĕр япала та тыткалаймасчĕ ĕнтĕ. || В уничиж. см. кое-какой ловле). В. Олг. Полă паян тыткаларăн-и? Ты сегодня наловил рыбёшки? || Щупать. N. Кĕтернене çул та памаçть, курсанах ăна унтан та кунтан тыткалама тытăнать. || Употреблять (что). ПУ. Вĕреннĕ чухне тыткалакан япаласем. N. Пирĕн пулли-качки... эпĕр час-часах тыткаламастпăр та ăна (не в частом употреблении). N. Тирĕсене (их шкуры) тумтир вырăнне тыткаланă. Çутт. 30. Асту ачусемпе пĕр пит-шăлли ан тыткала, уйрăм шăл. Вино-яд. Ачасем те эрех тыткалама ан вĕренччĕр. || Тратить, расходовать. Аттик. Исе килеç ялтан вăйăç, эрех-сăрана витри-витрипе тыткала пуçлаççĕ. (Пумелке). N. Ытти хăна (тебе самому) юлтăр тыткалама (на расход). N. Хама тыткаламалăх алра укçа пĕр 7 тенкĕ пур. N. Утă-улăмсене перекетлĕрех тыткала. Çутт. 54. Тыткаламалăх укçа пур. Виçĕ пайран пĕр пайне çеç тыткалама шут турăмăр. || Распоряжаться. N. Сан килĕнти тарçă-тĕрçĕне хăй аллипе тыткалать. Истор. Шуйскийсем ун сăмахне итлеме мар; ăна хăйне те ирĕк паман, кăмăлĕсене епле килнĕ, çапла тыткаланă. || Править (лошадьми). НАК. Хĕр ялне пырса кĕнĕ чух, ут тыткалакансенчен пуçне пурте кӳме умне тухса тăраççĕ. Богдашк. † Çил çунатлă ута тыткалама кайăк чĕрелĕ ача кирлĕ ăна. Торп-к. Эсĕ ытла çамрăк, лаша тыткаламалăх çук. || Держать (в строгости или наоборот). N. Намăса пĕлмен ачуна эсĕ хытă хуралла, çемçе тыткаланă тĕле пулса усала ан тытăнтăр вăл. Кан. Пăртак тыткаласчĕ ку Керлие. Букв. 1906. Чим-ха, эпĕ сана, асаннӳне каласа парам, вăл сана лайăх тыткалаканччĕ-ха. Кратк. расск. З0. Вĕрентекен те хытă тыткаланă ăна, ашшĕпе-амăшĕ те ятланă. ЧС. Ваттисем ун пеккине: вилĕн (чит. вилнĕ) çын хăй аллипе тыткалат, теççĕ (т. е. покойники сами хватают тех, кто их оскорбил. Из статьи об утопленниках). || Делать (что). В. Олг. Ĕçленĕ чох часрах, вăр-вар çарăнкалас, тыткалас (делать дело). || Иметь дело (с чем). Юрк. † Ылттăн тăрăлă çуртсем ăшĕнче улпутпала тиек лараççĕ, ялăн шурă хутсем тыткалаççĕ. Собр. Çав укçа кайран урăх çынна тыткалама юрамаçтĕ, тет. ЧП. Ылттăн-кĕмĕл лайăх тыткалама. || Обращаться. Чхĕйп. Вара вилнĕ çын ӳтне шăтăка янă, унта та уна пытаракансам хăраса анчах тыткаланă. В. Олг. Кантăр ытла вăрăм, тыткалама шолтра.

тив

(тив), трогать. N. Эсĕ (ес) ăна ан тив. Ты его не трогай. Орау. Ай-уй, ан тивех, ӳкетĕп! Чураль-к. Ан тив, Тимоххи! Тивмен çынпа мĕн тăван? (Куршанкă). N. Эсĕ мана сивĕ алпа ан тив (ан тыт). || Касаться. ЧП. Пуçĕ маччана тивет-ĕçке. ТХКА 46. Хамăр йăмра тăррине тивес пекех, кайăк-кăвакалсем аялтанах, карти-картипе ларт! ларт! лартлатса вĕçе-вĕçе карĕç. Альш. Çав тери хытă чупса кайрĕ ĕнтĕ (бежал очень быстро), ури çĕре тивни те курăнмас. Кн. дла чт. 157. Чупа пуçласан, ури çĕре тивмен пекех туйăнать. Ст. Шаймурз. Çĕре тиви-тивми ларать-çке (дерево). Бижб. † Хапхăрсенче лăс хурăн, çĕре тиви-тивми ларат-çке. || Брать (чью-либо вещь). N. Тата çын япалине тивес пулмасть. || Об огне. М.-Яльчики. Асту, кĕпӳне вут ан тивтĕр (как бы не загорелась рубаха). Çамр. Хр. Пушарĕ, сăмакун юхтарнă чух тивнипе тухнă. || Laedere, violare, обижать, оскорблять. Кама 56. Кам кăна? Кам тиврĕ? СПВВ. Чĕрене тивет (оскорбление). || Задевать. Чăв. к. † Çичĕ ют килне кайсассăн, сăмах тивессĕн туйăнать. Бес. чув. 14—15. Магомета урăх тивменни, ытти япаласем çинчен калаçа пуçлани ăна пит кăмăллă пулнă. || Бить. N. Вăл мана тивет! Мана Иван тивет (бьет). || Попадать (о пуле и пр.). N. Сарая тупă етри (снаряд) тивсе çунтарса янă. Скотолеч. 31. Выльăхăн куçĕ тусанпа, тĕтĕмпе, япала тивсен, çӳпĕ кĕрсен, тата шăнсан, пăсăлать. N. Куçĕнчен тивсе, хăлхи патне тухнă. Юрк. Унта пытанса лараканскер, хама тиврĕ-тĕр тесе, хăранипе сиксе тухат та: мана пĕтерчĕç!... мана вĕлерчĕç! тесе, кăшкăра-кăшкăра анаталла чупа пуçлат. N. Пĕрин пуçне кайса тиврĕ вĕт. || Действовать (напр., об угаре), производить действие. Никит. Маччана чут та шаккамаççĕ, шаккасассан, сĕрĕм, шăрш тивекен пулать, теççĕ. ТХКА 6. Çанталăк уяр пулмалла — хĕвел ăшши питĕ ăшшăн тивет вара. Орау. Пĕр курка ĕçсессĕнех пуçа кайса тивет. N. Унăн сăмахĕсем вĕсенĕн чунне тиве пуçланă. || Иметь отношение к..., касаться. N. Çак каланă сăмахсем пире те тивеççĕ. || Доставаться (кому). N. Суяна текех суйнинчен усă тивес çук. Альш. Тивнĕ ку хăнасене хытах: ӳпки юлман кăсен (здорово выпили?). N. Вăл пухнă ылттăн-кĕмĕл таса çынна тивĕ. N. Ертсе çӳрекенине те тивтĕр (= ертсе çӳрекен те пайсăр ан юлтăр, ăна та эпир хывни çиттĕр). N. Кай та, ывăлусене: пĕрне ашшĕн пурлăхĕ тивмелле, тепĕрне нимĕн те тивес çук, те; вăт вара вĕсен иккĕшин те çурмаран пулĕ. Ст. Чек. Ĕрет тиввĕрĕ. Пришла очередь. О сохр. здор. Çав сивĕ (холод) пире пурне те пĕр пек тивет (зимою, т. е. все мы принуждены его переносить). Шурăм-п. Пире сăмах (брань, попреки, выговор) тивет, тесе, эпир те хăвăртрах тепĕр лапалла чӳпрăмăр (на лугах). Юрк. Вĕсенĕн вăл ачи каймалла мар, кĕçĕннине тивет (очередь итти в солдаты). || Прихидиться на долю. Юрк. Мана та мĕн-те-пулин тивет-тĕр? (вероятно, что-нибудь приходится и на мою долю). N. Аçун икĕ ятпа çурпилĕк тиврĕ. N. Вăл ана мана тивет (следует, достанется). N. Калла кайма тивет поль. N. Хурала хыпаланса кайма тиврĕ. Пришлось спешно итти на караул. N. Хуралла уйăхне икĕ рас кайма тивет. || Ударить (о запахе) N. Сохан сăмсая тивет. || Мешать. Сред. Юм. Отнаккă полсан, тивмĕччĕ. Если бы было, не мешало бы (было бы не дурно). N. Ан тив ĕнтĕ. Вĕсен ĕçĕсем те çав кăна. || Постигнуть. N. Сана çын çилли тивсе пĕтерĕ. Ала 88°. Чир-мĕн тивсессĕн, ача-пăча хуйхăрмаçть уншăн, ашшĕ-амăшĕ хуйхăрать. N. Чир тивет, вара тин хамăр тĕллĕн нимĕн тума пултарайманнине пĕлетпĕр. N. Усал ан ту, сана та усал тивмĕ. N. Ытла та йăвăр тивнĕ-мĕн сана. Тебя, оказывается, постигло тяжелое бедствие. || Приходиться (о родстве). N. Ут енчен тивекен хурăнташăмсем. Альш. Лешĕ пире унтан-кунтан хăта тивет. N. Хурăнташ тив, торту тив || Ст. Чек. Ача пăтти параççĕ ăшра тивни-мĕнĕсене, ăшра çинĕ тивнисене. || Вредить. Сунт. Уйри тырă лайăххăн пуç кăларса та ĕлкĕреймен, ăшă тивсе сарăхса кайнă. N. Тăм тивет. Алик. † Вăрăм-вăрăм тияççĕ, пур вăрăма çил тивет. (Солд. п.; смысл: на военную службу берут только лучших, отборных). || Натирать (кожу). Скотолеч. 18. Хăмăт начар пулсан, кăкăрне тивсе шыçтарать. Календ. 1906. Хăмăт е йĕнерчĕк тивсен, выльăхăн мăйĕ-çурăмĕ хăш чух шыçса каять. || Заразить. Якейк. Сăпаççипах сорăхне (овце) чир те тивсе (вилнĕшĕн). || То же, что вит, проникать. Альш. † Тутлă чĕлхене пыл тивмест (вар. витмест), тайла пуçсене хĕç тивмест. || Decere, ороrtere. || N. Уншăн вĕсене ырă сунма тивет-и?

типири

некогда, название духа (типĕ ырри?). Орау. Мĕн типири тытрĕ тата? Ах, ку ача-пчана ним туса та юраттарма çук (на этих ребят никак не угодишь)! СТИК. Çын темĕскерле хирĕçсе çитсен, сăмах майне килмесен (если кто-нибудь вздорит и не поддается уговорам): типири тытрĕ, теççĕ. СПВВ. Т. Типири çынна е урмаштарать, е темĕн чухлĕ чĕнсен те чĕнми тăвать. Çын вара тах калаçса ларнă чухне вăрçма тытăнать; вара: кăна типири тытрĕ пулас, теççĕ. || Неслух. СПВВ. ФИ. Типири — ие. Çапла чарса чарăнман, ăнман ачана калаççĕ. Ib. Çын ӳкĕтне килмен çынна, типири! теççĕ. || Брезгуша. Некстати вспыльчивый. Орау. Типири тесе, апат тиркесе çимасăр юнтаракан çынна калаççĕ. Ib. Типири — кирлĕ-кирлĕ маршăн çиленекен. || Властолюбивый. СПВВ. ТМ. Типири-усал, çынна хăйне пăхăнса пурăнма хушакан çын. || Брань. Ст. Чек. СПВВ. ЕС. Упăшки арăмне хĕне пуçласан, арăмĕ упăшкине: типири! тет. Урăх çынна та калаççĕ.

тиркеш

разбирать; быть разборчивым. Юрк. Ун пек чухне тиркешме те пĕлеççĕ. || Брезговать; браковать. Альш. Ăна (такую девицу) этем тиркешет: хăйпе вылякан каччи илмест, лайăх çĕре каяймас вăл. || Придираться. Тайба-Т. N. Вĕсенĕн вĕрентекенĕсем кирек мĕнле япала çинчен калаçнă чух та тиркешсе, пăсса урăх тĕрлĕ тума юратнă. N. Анчах сăнран пăхса тиркешетĕр пулсан, вара йăнăша кĕретĕр. N. Сан çинчен çамрăк тесе, никам та тиркешмелле ан пултăр. || Рассуждать. Сред. Юм. Пирĕн ĕнер лав тиркешнĕ. (Рассуждали о том, сколько кто работал по обязательным повинностям).

Ту кас

назв. улицы. Алших., Ст. Ганьк. и др. Янш.-Норв. Ту кас тата пĕчĕк касăсене уйăрлатьчĕ; халĕ вăл касăсем çук, урăх çĕре куçнă. || Назв. дер. Турасовой, Шумерл. р.

туса хур

сделать. N. Япаласем хурса усракан пӳлĕмсене алăксем туса хунă. Никит. Чĕлхесĕр, куçсăр, ухмах туса хурать. || Заделать, засыпать. N. Туппи çĕре ӳксессĕн, вунпилĕк çын пытармалăх çĕре чакалат. Хăшне-хăшне вĕлермесĕрех çĕр айне туса хурать, хăшне сывлăшпа таçта вунпилĕк-çирĕм чалăша уткăнтарса кайса пăрахать. || Произвести, поставить. N. Хăшне-хăшне, хастарлăраххисене, манăн выльăхсене пăхакан туса хур. || Решить, определить. N. Çапла вара, кайран камăн мĕн чухлĕ кĕрпе, çу, тата урăх япала-мĕн илсе пымаллине туса хучĕç.

туй

той (туj, тоj), свадьба, свадебный церемониал, свадебный пир. Н. Седяк. Чăвашсем туйсене çимĕкре тăваççĕ. Туй тăвас умĕн çураçнă хĕрпе каччă венчете кĕреççĕ. Венчет тăваççĕ çимĕкрен маларах. Унтан вара хăтапа хăта туйсене кăçан лартассине шухăшлаççĕ. Обыкновенно каччă ашшĕ хĕр ашшĕ патне килет канаша (на совет). Çак канаша „пăлчал“ теççĕ. Арçын туйне, хĕр туйне кăçан лартассине шухăшлаççĕ. Хĕр ашшĕ каччă ашшĕне ăсатнă чух, çураçнă хĕр вĕсене парне парать те, ӳксе пуççапать, лешсем хăй кинне пахиллеççĕ. Пуççапнă чух, çураçнă хĕр вĕсен урисене тытса пуççапать. Парнисем кĕпепе сурпан пулаççĕ, çак парне панă кĕпе-сурпанпа пӳртри çынсем тутисене шăламçи пулаççĕ. Хăта пăлчал илсе таврăнать килне. Ib. Туй лартни çыннисем пухăнсан (когда соберутся участники свадьбы), пурте турă умне çурта çутса кĕл-тăваççĕ. Унтан вара авланакан ача (жених) ашшĕнчен пуççапса пиллĕх ыйтать. Ача ашшĕпе амăшĕ пиллеççĕ. Туй çыннисем вара кĕлете туй лартма каяççĕ пурте. Туя кĕлетре пуçлаççĕ, унта та сăра, эрех, яшка-çăкăр пулать. Кĕлетре туй пуçĕ туй çыннисене пахиллет те, мăн-кĕрӳпе пур туй çынни юрла пуçлаççĕ; шăпăрçă шăпăр калать. Кĕлетре виçĕ пар ташлаççĕ, тата нумай урăх юрăсем юрлаççĕ, унтан вара пӳрте кĕрсе туй тăваççĕ. Туй кӳртес текен çын пырса туй пуçне илсе каять хăй патне, туй çыннисем кайран тин каяççĕ урăх килле. Пĕр килĕрен тепĕр килле куçнă чухне, туй пуçĕ хуçа сĕтел çинчен çăкăрпа чăкăт улăштарса илет: вăл çур çăкăр хурса пĕтĕм çăкăр илет; чăкăтне те çапла тăвать. Туй пуçĕ çăкăр тултарма такмак çакса çӳрет, такмак тулсан хуçа килне кайса пушатать. Ялти хурăнташсем патне çӳресе пĕтерсен, хăти патне каяççĕ лаша утланса, ялта çӳренĕ чух та утланса çӳреççĕ. Хăти патне 20—30 çын каяççĕ. Хăта хапхине укçа парса уçтараççĕ, укçасăр уçмаççĕ. Теперь хĕр (невесты) хурăнташĕсем арçын туйне хăйсем патне илсе каяççĕ. Хĕр ашшĕ арçын туйне ăсатать хăй патĕнчен. Арçын туйĕ тухса кайсан, хĕр туйĕ хатĕрленет кайма пĕтĕмпе. Хĕр япалине тиеççĕ, арчине, тумтирĕсене, пурне те тиеççĕ. Арча çине хĕр шăллĕсем ларса каяççĕ. Хĕре леçме нумайăн каяççĕ: 25, 24, 26 çын. Хĕр туйĕ хăта патне пырсан, арçын туйĕ тухать те, хĕр куми тавра виç хут çаврăнать, виççĕмĕш хут çаврăнсан кĕрӳ каччи хĕр кӳмине нухайккипе пит хытă çапать, вара арçын туй кĕрет килне. Хĕр туйне кӳртеччен хӳме витĕр пăшал переççĕ. Чир-чĕр кайтăр, усал кайтăр, теççĕ, вара хĕр туйне хăта кил хапхи уçса кӳртеççĕ. Хĕр кӳми пӳрт умне пырса чарăнать, хĕрĕ кӳме ăшĕнче урисемпе хытă ларкăча тапса ларать. Туй курма пынă хĕрсенчен пĕрне кӳмере тапса ларакан çураçнă хĕрĕн урине ĕçерме хушаççĕ. Çавна вĕçерсен, хĕр кӳме ăшĕнчен тухать те, урисене туртакан хĕре çĕрĕ е укçа парать. Хĕр пичĕшĕ хĕре урапа çинчен çĕклесе антарать, кĕру-каччă хĕрпе, хăй арăмпе, ытакласа пӳрте кĕрсе каяççĕ. Пӳртре упăшки турăш патĕнчи сĕтеле каять, хĕрĕ тĕпелти сĕтеле каять. Пӳртре пăртак туй тăваççĕ те, япаласем кӳртме кĕлете каяççĕ. Хĕр япалисем çинче унăн шăллĕсем лараççĕ. Вĕсене, кĕрӳ-каччи (йыçнăшĕ) укçа парса япаласем çинчен антарать, унсăрăн вĕсем анмаççĕ. Хĕр япалисене хĕр инкĕшĕ хатĕрлесе тăрать, кĕрӳ-каччи кӳртет кĕлете. Кӳртсе пĕтерсен, арăмĕпе иккĕшĕ те кĕреççĕ, унччен унта яшка-çăкăр хатĕрленĕ пулать. Кĕлетрен кăларсан çĕнĕ-çынна яшка пĕçерттереççĕ, шыва яраççĕ. Çаксене туса пĕтерсен, туй пĕтет. Хĕр кӳме килекенсем анчах туй туса çӳреççĕ. Хĕр кӳме килекенсене ăсатсан, туй тăнчă пĕтет. N. Арçын туйĕ, свадебная церемония, совершающаяся с жениховой стороны; хĕр туйĕ — то же с невестиной стороны. Ильмово. Çав пӳртре арçын туйĕпе хĕр туйĕ пĕрлех пулать. Изамб. Т. Хĕр туйĕпе арçын туйĕ пĕр кун пуçланат. СПВВ. ПВ. Туй тенĕ çĕре тукмак йăваланать, праçник тенĕ çĕре выртан каска хускалнă, тет. (Послов.). Собр. † Туйăн ывăлĕ тункати, хĕр парса та хĕр илмест. Ст. Шаймурз. Çитсен, туя кĕреççĕ (на свадебный пир). N. † Туйра кашта авначчен парне кӳртсе çак-и-ха? Альш. Вĕсем тухса кайтарасшăн мар, тет: ил çураçса туйпа, тет. N. Ыран Иван туй пуçтарат, тет. (Такмак). N. Той патне кĕр, зайти на свадьбу. N. Той варĕнче йăлт-ялт, йăлт-ялт сиксе çӳрет (пляшет). НАК. Туй тесе ывăл авлантарнă чухнехине калаççĕ, шыльăк тесе хĕр панă чухнехине калаççĕ. N. Пит вăйлă туй тăваççĕ. N. Ыран туй тумалла тенĕ чухне лашине сĕлĕ çима пӳлмене кĕртсе янă, тет. Альш. Ача-пăча туя курма каймасăр: туя тукмак йăваннă, тесе калаççĕ, теççĕ. Курм. † Туин, туин, туй анать, пирĕн Ваçли туянать, пирĕн хăнча туянас. Ст. Чек. Кĕрӳ хăй туйĕнче ташласан, арăмне йывăр килет, тет. Ав Шаппук хăй туйĕнче ташларĕ, тет те, арăме çулталăкченех вилчĕ, тесе, сăмах кăларчĕç. Тĕрĕссипе акă мĕнле пулнă. Куртьтян хăй туйăнче акăшсем патĕнче ташлама тытăннă та, акăшĕ пырса: Куртьтян, эй арăмна вĕлересшĕн-и? ан ташла, тĕсе сĕтĕрсе карĕ, тет. Альш. † Туйăм, туйăм, туй иккен, туй илемĕ çак иккен. N. Кун пек туйсенĕн ăрасхучĕ пĕр çирĕм пилĕк тенкĕрен нумаях ытла пулмасть. N. Вăлă туй туса памари? Ерк. 149. Ахăрттарать яш-кĕрĕм, пуçĕнче туй сĕрĕм. N. Туй хускалать. Начинается свадьба. || Свадебный поезд. Орл. II, 248. Пысăк ялтан пĕчĕк яла туй килет. (Кăвар кăларни). Ала 85. Туй тавăрăнсассăн, темĕн чухлĕ халăх пухăннă, ял-йышсем пухăннă, пурте ĕçсе-çине, савăннă. Ib. 82. Унта ана ĕçтерчĕç, çитерчĕç, тет, унта туй кĕмелле турĕç, тет. Сред. Юм. Туй хапха айне çитсен, кĕрӳ кĕпи çĕлемеççĕ она. (Говорят, если за что-нибудь примутся поздно). Изамб. Т. Танлисна (= Таниле йысна) кинĕ патне Арланкассинчен туй килет, темест-и? Ала 81°. Ваттисем ĕçрĕç, тет, çирĕç, тет, хăççан туйпа килессине каласа хучĕç, тет. Тим-к. Пичĕш панче туй ӳкĕ, шăлнĕ панче çĕр выртĕ. (Пичĕшĕ — кăмаки, шăлнĕ-вучаххи). || М. Сунч. Масар çине çитсессĕн, пытарнă вырăна хĕрессене ватса вут чĕртеççĕ те, йĕри-тавра ларса хыва пуçлаççĕ. Хывнă чухне çапла каласа хываççĕ: пил ту, (ят) ачам, сана асăнса килтĕмĕр, пурăр та пил тăвăр. Ватти-вĕтти, пурăр та (ят) туйне пырăр, пымасăр пĕри те ан юлăр. (Çиччĕш). Чăв. 31. Атя туя! Так зовут покойника на поминки. Ib. Ахаль ташламасăр, юрламасăр тăрсан (на поминках), вилнĕ çынсем ирĕк илеççĕ, тет; вăлсем ташлаççĕ, юрлаççĕ, тет; çав кама пумилкке тăвакан çынна хĕнеççĕ, тет: санăн туйă çапла-и? Ни юрлакан çук, ни ташлакан çук, тесе. Çавăнтан пĕртте ахаль тăмасăр ташлаççĕ, юрлаççĕ. || Празднество. СПВВ. ФН. Ака туйĕ — тырпул праçникĕ. См. ака туй. || В перен. знач. Туперккульос З2. Чăваш çынни театтăра та юратать, анчах ăна вăл туй е камит тет. Альш. Вăл (коновал) кунталла киле-киле каят: ĕçне тăват та, ĕçсе, ӳсĕрĕлсе туй туса каят. || „Собачья свадьба“. Курм. Йытă туйĕ. Орау. Йытă таçта çухалчĕ-ха, туя кайнă курнать. || Узел. Шигали. Чĕр туй, живой узел; вил туй, мертвый узел.

туй таврашĕ

назв. духа. Ст. Яха-к. Маçилке çапла хăй пĕлнĕ киреметсене пурне те вуникшер юсманпа, чи каяранхинче туй таврашне çитмĕл çичĕ юсманпа чӳклет... Эй туй таврашĕ, çитмĕл те çичĕ тинĕсре туй пуçлăх пулса пурăнакан, çак кил-хуçи тинĕс тĕпĕнчи пекех туй туса кин илчĕ; эпир сана мехил çитменнипе час чӳклеймарăмăр, вăхăт çитрĕ, чӳклетпĕр ĕнтĕ, тархасшăнах эсĕ çак кине çăмăллатсам. (Туй таврашĕ тасаттарни). N. Туй таврашне (духу) чӳклеме тытăначчен, ытти кĕçĕн киреметсене чӳкленĕ юсмансене уйрăм урăх чашăк çине пухса хучĕ. Тата çав юсмансенченех кашни киреметне уйрăм чӳкленĕ пĕрер юсманне (= юсманĕнчен?) чĕпĕтсе илсе, пĕр сăра курки çине хучĕ (старуха).

туртăш

(турлы̆ш), тягаться, тянуться, бороться, мериться силами. Орау. Çав пулă вăкăрпа туртăшнă, тит (с быком однажды тягалась, билась: бык ее тянет, а она его за ногу). Баран. 39. Туртăшса сывланипе аякки çӳле çĕкленнĕ. КС. Инсепе туртăш, тянуться на кушаке, захлеснутом за шею; патакпа туртăш (на палке). ЧС. Эпир пурсăмăр та пăхса тăратпăр ĕнтĕ, хай пăртак туртăшса выртрĕ-выртрĕ те, вилсе кайрĕ. Ib. Тата унта: кам кама тăратат, тесе, варрине, ура тĕлне патак хурса туртăшаççĕ. || Упираться. Альш. Акă кунта пĕрне сĕтĕрет, лешĕ кĕресшĕн мар унта: туртăшат, урăх тĕле каясшăн.

Тутаел

Тутиел, назв. сел. Мелекесск. р., Куйбыш. края. Изамб. Т. Урăх тĕрлĕ Тутаел, вырасла Филиппăвкă теççĕ.

тутăла

питательно. О сохр. здор. Пĕр çăнăхпа шывран анчах хатĕрленĕ пулсан, урăх нимĕн те ямасан, эпир ун пеккине тутăла пĕçернĕ çимĕç тетпĕр.

тӳре

первоначально — предмет посвящения, потом — назв. духа. Юрк. Пĕр лаçăра шурă сурпан çакăнса тăрат. Унта укçа хутаççи çакнă, çавна тӳре теççĕ. Çав тӳре хутаççине пĕр чӳк хыçĕнчен килĕшпе выльăх-чĕрлĕхшĕн: сывлăх пар, тесе, укçа хумасан, тытат, теççĕ. Кĕсен-çăпан, юханлă чир çулăхат, теççĕ. Çавăнпала ăна кĕркунне, кĕрхи сăра иртсессĕн, пĕр çур яла яхăн пулĕ, укçа пырса хураççĕ. Ĕлĕк вăл хутаçра укçа пулсассăн, вĕсем ăна пĕтĕм ăратнипе пĕр çĕре пуçтарăнса çав укçапа пыл илсе йӳçĕтсе, çавна аçăнса темĕн чухлĕ юсман, вĕт йăвача пĕçерсе, каçхĕне çавна асăнса, чӳк туса çĕрле çĕр хута ĕçнĕ, теççĕ. Халĕ ĕнтĕ эпĕ астăвасса вăл хутаççа укçа нихăçан та тулман. Кам унтан хăраманни, çын курман чухне кĕрсе, эрех ĕçме илсе тухаççĕ, е ачасем выляма илсе каяççĕ. Пирĕн асатте, çунсан та, çав тӳрене пăрахман. Унăн укçисене йĕре-йĕре пухса каллех пĕр кĕлете хунă. Çавăн чухне вĕсем шухăшланă: салтакран çав тӳре çавăрса килчĕ, халĕ те çурт тума пулăшĕ, тенĕ. Çавăнпала ăна ун чухне вĕсем пĕтĕм ăратнипеле пуçтарса пĕр аван, икĕ хутлă (алçилĕ) кĕлет туса, çав кĕлете сурпанпа укçа хутаççине çакса хунă. Çав хутаççа укçине хунă. Пурăнсан-пурăнсан, импичче салтакран килсен, пирĕн аттесем вăл кĕлетрен сурпанпа укçа хутаççине урăх начар çăнăх лаççине çакса хунă. Халь те çав лаçра çакăнса тăрат.

тӳрĕрен

прямо, прямиком, напрямик. Н. Карм. N. Кӳ хăй те лашă кӳлсе тӳрĕрен кайрĕ, тет. Сиктер. Ку арăмĕ упăшки кайянах, часрах тăрат, тет те, урăх тĕрлĕ тумланса, упăшки пырас çул çине тӳрĕрĕн часрах чупса тухать, тет. || Откровенно, честно, прямодушно, по правде. Юрк. Мĕн ыратат? тесе ыйтсан, сыввисем, тасисем хăйсене илессине пĕлсе, паллă, тӳрĕрен: нимĕн те ыратмаст, тенĕ. N. Тӳрĕрен калан тăванне юраман, тет. N. Ку тӳрĕрен: эпĕ хуралла çӳреме пит юратмастăп, тет. Халапсем. Атя, тӳрĕрен сут тăвар (Торговать).

тӳррипе

по правде, истинно, правильно, верно, откровенно. Бес. на м.г. Тӳррипе калас пулсан, по правде говоря... Болезни. Паян кайса килнĕ юмăç тӳррипе каламарĕ пулĕ, урăх юмăç патне чупас пулĕ, тет.

тăп-тăп

подр. стуку копыт. N. † Тăп-тăп тăвать халĕ çак турă ут, сарăлнă-тăр çавăн чĕрнисем (стук копыт, мягкий, на месте, а не на ходу). Альш. † Тăп-тăп кăна тăп-тăп турă ут: сарăлнă-тăр унăн чĕрнисем. Чураль-к. † Тап-тăп тăпиçăм, тăпи ура хуçăкçăм, пиçен-таçан курăкçăм, курăк çине пусимăп. (Пыл хурчĕ). || Удобно. N. Халĕ кĕнекесене тыткалама тăп-тăп, вĕсем нумай чăрмантармаççĕ. Ун чухне уйрăм-уйрăм тир татăкĕсем çине çырнă, хальхи пек хут çине пуçтарса ӳкерме пĕлмен. || Нежно, осторожно, бережно. Сборн. по мед. Ача вилĕ пек çуралсассăн, ăна кăкăрĕ çине, хырăмĕ çине сивĕ шыв пĕрĕхсе, е алăпа тăп-тăп пускаласа чĕртеççĕ. Букв. 1904. Лашисене пырса аллипе тăп-тăп савса ачашласа каланă. Альш. † Тăп-тăп тытса савнă чух (когда ты меня ласкал, бережно держа в руках), ытараймарăн, аттеçĕм. (Хĕр йĕрри). Ib. † Чупса-чупса çӳренĕ чух, тăп-тăп тытса çӳренĕ чух, тăп-тăп тытса савнă чух, ытарасла марччĕ, аттеçĕм: халĕ епле ытарăн-ши? (Хĕр йĕрри). Сред. Юм. Ашшĕ ачине тăп-тăп савать (тихий удар руками). || Крепко. N. Пĕр йĕрке кирпĕч сарлакарах хурса тухса, ун çине пĕрене хурас пулать, вăл вара кирпĕчсене тăп-тăп тытса тăрать. || Аккуратно; бережно. Сред. Юм. Ута хол айĕнче пит тăп-тăп тытса кайрĕ (собрал хорошо и не сорил). Ачач 49. Хăйне таса та, тăп-тăп тытнăшăн ытараймасть ăна. Кан. Шур çип кĕпи çĕлетрĕм, клетке тăп-тăп тăмашкăн. N. Окçа-тенке тăп-тăпрах тытса осрăр. Деньги держите поаккуратнее. Слеп. Тыткалама тăп-тăпрах тăп-тăп япала (çĕмĕрĕлмест). Çутт. 19. Анне кĕлтисем тăп-тăп, пурте пĕр пек, илемлĕ. N. Апла-капла — саррине, уна-куна — хурине, тăп-тăп яшă пĕвлине. НИП. Тăп-тăп çын, аккуратный. N. Пурăнăçа тăп-тăп тытаççĕ. КС. Вĕсем тăп-тăп пурăнаççĕ (без лишних расходов и пр.). N. Тăп-тăп пурăнма тăрăшăр. Ачач 90. Елĕк ялан шухăшлăрах, тăп-тăпрах çӳрекен ача халь хăйне валли сасартăк урăх çул суйласа илет. || Аккуратный, опрятный, стройный. Пазух. Çак ялăн хĕрĕсем, тем чул тăп-тăп пулсан та, Тăрăн хĕрне çитес çук. Тюрл. Тăп-тăп = пĕчĕкĕрех. Ib. Тăп-тăп-тыткалама лайăх.

тăпра

(ты̆пра), земля, почва, грунт. Юрк. Пĕр килте ăна пĕр çăкăр парса яраççĕ. Çав çăкăра вăл: эпĕ сан хыçăнтан нумай çӳрерĕм, атя, эсĕ те ман хыçран çӳресе пăх-халĕ, тесе, пиçиххийĕн пĕр вĕçне çыхса, çĕре пăрахса, пĕчĕкçĕ урапана туртса пынă пек, хăй хыçĕнчен тăпра çинчен сĕтĕрсе пыра пуçлат. Сред. Юм. Пит хора çынна: тăпра пик, теççĕ. N. Кĕрӳшпе хунĕшĕ пĕр тăпра. ГТТ. Хунĕ тăприпе кĕрӳшĕ тăпри пĕр, тесе калаççĕ. N. Сухви ӳсет-и ĕнтĕ, тăпра çиекен пулчĕ-и ĕнтĕ? Чхĕйп. Вара вилнĕ çын ӳтне как-нибудь хăракаласа тăпра айне тунă (зарыли в землю). ХЛБ. Хĕрлĕ тăпра çине тирĕслĕке иртерех хурсан та пырат. ЧП. Хура халăх мĕшĕн сикет? Хура тăпра сиктерет. || Сор, грязь. О сохр. здор. Урай тăприне пӳртре тытма кирлĕ мар, унăн вырăнĕ çинĕкре. N. Тăпра пусрĕ. || Намогильная насыпь. СТИК. Иван тăпри çине ем-ешĕл тупăлха шăтса тухнă, тет. Альш. Йывăр тăпри çăмăл пултăр. N. Ну, ман атте тăпри çине таптамала пуласчĕ вилсен. ТХКА. 74. Анне мана хăй çинчи тăприне пырса купалама хушнăччĕ. Курм. Ати вилнине пĕлтĕм, она турă çӳлти патшалăха илтĕр, лайăх вырăн патăр, йăвăр тăпри çăмăл полтăр. N. Эсĕ пирĕн тăпрасене таптама, пире пытарма килейĕн-ши, таврăнăн-ши, тесе кĕтсе тăратпăр. N. Сана ман тăпра çине таптама турă çавăртăр (пишет мать). N. Пире иксĕмĕре аннен тăприне таптама пӳрмен пулĕ (мать умерла, пишет с чужбины брату, находящемуся тоже не на родине). N. Тăпри çăмăл пултăр. Сиктер. † Йывăр тăпру айĕнчен хура çĕлен пулса тух, аттеçĕм! N. Масар çинче унта-кунта тинрех пытарнă вилнĕ çынсенĕн тăприсем те пурччĕ. В. Олг. Тăпра ăшне анса кай (сильная брань). Пшкрт. Тăпра ăшня кайман (брань). Ала 90. Çавă ачасене ашшĕ те хăйĕн малтанхи арăмне тăпрашне кайса праххăрĕ те, урăх арăм илсе, унăн хыççăн кайрĕ. С. Алг. Юпи çумне çурта çутса çыпăçтараççĕ, йĕри-тавра виççĕ çаврăнаççĕ: пехиллесе юл, йывăр тăпру çăмăл пултăр, тесе тăпрана çӳлелле сăтăраççĕ. Вил-йăли. Вилнĕ çынна шăтăка ярсан, пурте пĕрер ывçă тăпра яраççĕ, теççĕ. N. Вилнĕ çынна илсе пынă чух хирĕç пулакан çынсем: йывăр тăпри çăмăл путăр, тесе иртеççĕ. || Руда. Ск. и пред. чув. 66. Унта, ылттăн тăпри чавнă çĕрте (на золотых приисках), çĕр айне пулса вилнĕ. N. Вĕсем ылттăн тăпри кăларма кайнă.

тăр-пĕччен

совершенно один. Якейк. Шорк. Пасартан пирĕн ялсем пурте кайса пĕтнĕ, эпĕ тăр-пĕчченех тăрса юлнă. Кильд. Ача вара тăр-пĕчченех тăрса юлнă. Собр. Ача çуратсан, ăна тĕне кӳртсе, уйри тăр-пĕччен ларакан йăвăç патне илсе каяççĕ, унта хăйсем урăх ят хураççĕ, урăх ят хумасан, ача пурăнмаст, теççĕ. Ир. Сывл. З7. Тăрса юлан тăр-пĕччен.

тăр

(ты̆р, тŏр), вставать; стоять. N. Икĕ ура çине тăрса ӳкерттер. Çутт. 70. Икĕ ура тăрне тăрса йĕри-тавра пăхкалать. N. Хăвăр аппусампа портăпа тăрса вăрçнă. N. Чĕнмесĕр тăрать-тăрать те, мĕн те пулсан каласа хурать (вдруг скажет о том, что уже было). Могонин. Çавăн пек йĕрĕх те çынна тытать; йĕрĕх тĕлне тăрсан, е таптасан, е сурсан, вăл вара çав çынна кĕсен-çăпан чирĕпе асаплантарать. Чуратч. Ц. Вăл хапха патне тăчĕ те, каçчен те ниçта та каймарĕ, çантах тăчĕ. Якейк. Ĕçлен, мана кориччен, чăмăртанса выртнăччĕ; мана корсан, тăрса шăтăкне тарса кĕч. || Вставать с постели. N. Пуринчен иртерех тăратăп. Мы встаем с постели раньше всех. N. Вăл халь те çывăрса тăман. Орау. Эсир тăнă-и? Эсир тăтăр-и? Вы встали? Ib. Эсĕ тăнă иккен. Ты, оказывается, встал. Ib. Эс тăним? Разве ты встал уже? Оринино. Çывăрса тăрчĕ, кайса тăрчĕ. Орау. Хăна тăн(ă)-и? Встал ли гость? Регули З57. Эп килнĕ чох вăлсам порте тăнăччĕ. || Стоять (напр., о войске). N. Кайра тăратпăр. Мы стоим в тылу. || Задерживаться; воздерживаться. Шибач. † Лайăх арăм илес терĕм, хак хаклă. Хак хаклăшăн тăрмастăм(ччĕ), яшкĕрĕмрен хăрарăм. Б. Олг. Виç тенкĕшĕн ан тăр. Не спорь из-за трех рублей, не стой, не задерживай. Кореньков. Трапхим пуçĕ ĕçленĕ саплăкшăнах пит тăман (произн. тăмон), толькă онăн сăкмонĕ пиншак майлă чут полман. Яргейк. † Чемей çулĕ лакăмлă, çул усалтан тăрмастпăр, хĕр лайăхшăн тăрмастпăр; Чемей хĕрĕ пур çинче эпир арăмсăр пурăнас çук. N. Килте хĕрсем: питĕ мар-и(?) мĕн çамрăк, тесе, тармасчĕ полмала. || Стоять за кого (за что), заступаться, защищать. КС. Сутра маншăн пит хытă тăчĕ (заступался, защищал). || Происходить. N. Халĕ конта вăрçă выйлах тăрмаç. N. Вăрçă халĕ вуйлах тăрмаст. || Находиться где-либо; находиться в известном состоянии. N. Пĕр эрнерен ачанăн акăшĕ хăмăшлăха кайса пăхат та, шăмăсем çапла тăнинех курат. N. Унта кăкшăмпа (в кувшине) шыв ларнă (или: тăнă). N. Эпĕр вăрçăра ик уйăх тăтăмăр. Альш. Çуркунне шыв тăрат, çула та типмес (в болоте). Бес. чув. 14. Халĕ вăл вырăнта пĕр лачака анчах тăрать. N. Вăрçи-вăрçми тăратпăр. N. Вăл унта яланах пĕр пек, пĕр чарăнмасăр тăрать (холера). Календ. 1906. Унта ир пулнă чухне пирĕн çĕрле тăрать. О сохр. здор. Вара шыв тăми пулса курăксем çĕрмен те, тин сивĕ чир пĕтнĕ. Бугульм. † Хранцусски тутăр виç панулми, эрне тăчĕ арчара. Н. Карм. † Сĕтел çинче тăракан, ай, хăпарту, пăрирен мар-ĕçке, тулăран. Регули 20. Ĕçлемесĕр виç кон тăрать çак кĕпе. || Висеть (о кнуте). || Храниться. N. Клетре тырсем мĕле тăраççĕ? О сохр. здор. Кĕççе (войлок) таса тăтăр тесе, ăна пиртен çĕленĕ пит тăхăнтарас пулать. || Сидеть (об одежде, белье). Якейк. Ман кĕпе лайăх тăрать-и, пăх-ха. || Служить, находиться, состоять в должности. Альш. Вĕсем пĕр çул кăна тăнă. Бес. чув. 4. Малтан вăрман улпучĕ патĕнче виçĕ çул тăрса ирттернĕ. N. Хăшĕ халĕ вĕрентекен пулса тăраççĕ, хăшĕ тата урăх ĕçре тăраççĕ. N. Чиркӳ старастинче тăрасси темĕнех мар. || Быть в ожидании чего-либо. Тюрл. Пирĕн атте аппăшин хĕрне çураçнăччĕ те, туй тăвасшăн тăратьчĕç. || Держаться (в памяти). N. † Ах аттеçĕм, аннеçĕм, нуммай чĕркĕр çинче вылятрăр, халь те тăрат чĕре варринче. || Находиться в чем. ЧП. Мĕн пур кил ун пуçĕнче тăрат. N. Çав кӳкĕрт шăршипе пӳрт ăш-чиккинчи пĕрене çурăксенче тăракан чирсем пĕтеççĕ. || Стоить. N. Унта кайма тенкĕ тăрать. N. Вĕсен пĕр тумтирĕ те хăшшĕн пирĕн çурт хакне тăракан пур. N. Сирĕнпе пĕр сехет курса калаçни пĕр ĕмĕре тăратьчĕ. N. Эсĕ çăкăрăн пĕр пĕрчине тăмастăн, вĕт, теççĕ. N. Укçа пĕр тенки пĕр пуса тăман вăхăт килĕ. N. Пĕр-икĕ сăмах çырсан та, çĕр сăмаха тăрать. N. Ку япала нимĕне те тăмас (ничего не стоит). N. Мĕн чухлĕ тăрат? Перев. Мансăр пуçне эсир ниме те тăмастăр. Регули 104. Çав кĕпе ĕçлесси те пĕр сом тăрать. Ib. 133. Çав кĕпе ĕçлеме пĕр сом тăрать. Хурамал. Кунта этем ячĕ мĕн пурĕ иккĕ, а эсир виççĕн, виçĕ этем те манăн пĕр чурама тăмаç, тет. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 11. Анчах шыраса вăхăт ирттерме тăрать-и? — Тăмасть. N. Эсир пурсăр та нимĕне тăмастăр. Чинер. Манăн 25 тенкĕ укçа 25 пуса та тамарĕ пулас (не оценили посылки). N. Мана кĕнеке вуласси те мĕн тăрать (= паха). Юрк. Старасти те ăна хирĕç, аллипе умĕнчи çуртисем çине тăсса кăтартса: кăсем акă икшер пус тăраççĕ, кăсем виçшер пус, кăсем пилĕкшер пус, аккусем тата, шултăрараххисем, вуншар пус тăраççĕ, тесе каласа парат. N. Хамăр ăслă, ыттисенчен кая пулмасан, çын мăшкăланни мĕне тăрать вăл? N. Нумаях та пулмаст, вăл 50 миллион кивсен илчĕ. Анчах вăл укçа нимĕн те тăмаст: 2З кĕпĕрне çыннине выçă вилесрен хăтарас тесен, темиçе миллион тенкĕ кирлĕ. ТХКА 48. Пирĕн лаши виççĕ, хăлхи улттă, хӳри виççĕ, виç лаша чунĕ пулин те, пĕр лайăх лашана тăмаççĕ вĕсем, тесе пуплетчĕ пирĕн атте. || Стоять в цене. Кан. Тыр-пул, апат-çимĕç хаксем çапла тăчĕç. || Стоять твердо, настаивать. N. Вăл туртма пăрахас тесен те, час пăрахаймасть. Хăй сăмахĕ çине тăракан çын анчах пăрахма пултарать. N. Эппин сăмахăр çине тăма тăрăшăр (держите слово). || Стоять (о погоде. Здесь „тăр“ иногда не переводится). N. Кун сивĕ тăрат. День холодный. N. Кунсем пĕр май сивĕ тăраççĕ. N. Çанталăк мĕнле тăрат? Какова погода? Якейк. Ай, халь авăн илме çанталăк уяр тăрать (ясная погода). Букв. 1908. Çанталăк ăшă тăнă. Толст. Çĕр çинче çанталăк пур тĕлте те пĕр пек тăмасть (не везде одинаковая погода). || Продолжаться. Панклеи. Тĕтре тăрчĕ (продолжался) тăватă кун. Кан. Çĕр чĕтрени 30 çекунлă тăнине пĕлетпĕр. Ib. Выставккă сентябĕрĕн 29-мĕшĕнче уçăлса октябĕрĕн 1-мĕшĕччен тăрать. Толст. Вăл вырăнта çу виçĕ уйăх анчах пулать, ытти вăхăтра пĕр маях хĕл тăрать. || Держаться на чем. Орау. Пӳрт çийĕ юпасам çинче тăрать те, пит начар, кĕç-вĕç ӳкес пек туйăнать. Крыша держится на столбах плохо. || Удержаться. Бгтр. Пылчăкĕ тăмарĕ, тет те, шыв киле çитиччен пĕтĕмпех юхса тухрĕ, тет. Грязь не удержалась (в решете), и вся вода вытекла. ЙФН. † Ырă çурт çинче юр выртмасть, пирĕн пуç çинче çӳç тăмасть. (Салтак юрри). N. Хăвăнта тăман сăмах çынта тăмасть. (Послов.). Якейк. Эпĕр туйя кайнă чох хĕр аллинче çĕрĕ тăмаçть (т. е. на время отдают парням ехать на свадьбу). || Приниматься, начинать. Скотолеч. 17. Анчах пĕрре сĕрме тăрсанах, пĕтĕм лашана сĕрме юрамасть (нельзя в один прием, сразу протирать всю лошадь). N. Килте хут пĕлекен те çук; писме çыртарма тăрсан та, виçĕ-тăватă киле çитес пулать. N. Письмо çырма тăрсан та, темиçе начальник чĕнеççĕ (зовут, т. е. не дают покоя): Гурянăв та Гурянăв, тесе. N. Çам пек çырма лараччин, çырмали питĕ нăмай пекчĕ, çырма тăрсан.. пурне те манса пĕтрăм. Ачач 25. Кунĕ уяр, ăшă. Хĕвел пăхать Тумла юхма тăрасшăн. Ib. 53. Алăкран кĕнĕ чух такăнма тăчĕ. N. Çисен, пуçах пуçтарма тăнă вăл. || Собираться. Толст. Çуртана сӳнтерес тесе тăраттăм ĕнтĕ, сасартăках темĕскер çыртнине сисех кайрăм. Б. Олг. Эп онтан кайма тăртăм, вăл каларĕ: çарăн-çарăн, паратăп, паратăп, ик кĕренке вонçиччех, тет. Турх. Вĕлерме тăнă вăхăтра... Чăв. й. пур. 9. Хăй çынна япала парса пулăшса тăрсан та, çапах çынсене нимĕнпе те кӳрентермен. || Пытаться (сделать что-либо), намереваться.N. Пурăнма йывăр пирки çак хĕрача темиçе хутчен те çакăнма, çăла сиксе вилме тăнă. Пир. Ял. Çакăнса вилме тăнă. Ст. Шаймурз. Катма тăтăм, шăл витмерĕ (орехи). В. Олг. Салтакне касса пăрахма тăрчĕç: чăсатăн, тесе. Кан. Хăйĕн малтанхи арăмĕ патне револьвĕрпе пырса кĕрсе, арăмĕнчен япаласем илсе тухма тăнă. || Задерживаться. N. Анчах нуммаях ан тăр, часрах тупса кил вăлсене! — Юрĕ, нуммай тăратмăп, тупса килĕп эпĕ. ЧП. Нуммай тăмăпăр, час кайăпăр. Юрк. Нуммай та тăмаст, калле çаврăнса тухат та: кĕтсе тăрăр, час тухĕ, тет. N. Нумай тăмастăп калах яратăп (письмо). О земл. Сӳрене пăртак тăрарах тепĕр хут тусан, эпир усă куратпăр. || Ждать, подождать, потерпеть. N. Тархасшăн пăртак тăр, чăт. N. Вăл ĕлĕкхи пекех, нимĕн те тăваймĕ тесе, тăрса пулмаст. ЧП. Çичĕ кун та ан тăр, килсе тăр. Альш. † Эрнен хушши ултă кун. Эрне ан тăр, тăванăм, пырах тăр. || Относиться к кому. N. Бюрократия тесе чиновниксене пурне те, вĕсем халăха мĕнле тăнине калаççĕ. || Считаться за кем. Капк. Хут çинче унăн хваттерĕ Сĕнтĕр-вăрринче учитĕлницăра пурнакан акăшĕ çийĕнче тăрать. || Иметь желание. О сохр. здор. Унăн ĕçлесси килмест, яланах выртасшăнах тăрать (при лихорадке). N. Нихăçан та ӳпкелешмеççĕ, çынна хирĕç усал сăмах калаçмаççĕ, никама та усал тăвасшăн тăмаççĕ. || Быть готовым. N. Парас пек тăр. Н. Седяк. Тилĕ çăхана тытрĕ, тет те, çиме тăрат, тет. || Побывать. ЧС. Эпĕ пиччесем патĕнче пăртак тăтăм-тăтăм та, ăйхă киле пуçларĕ. || Бывать, находиться. N. Çавăнпа ăсен укçисем темĕн чухлĕ çĕлесен те, алра тăмас, тет. О сохр. здор. Çĕр нӳрлĕ тăмасть (не бывает сырою, на горе). Ст. Ганьк. Çĕлен сăхсан, выльăх та, этем те шыçăнса каят, ун шыççи хытă тăрат. Ходар. Хурал пӳртĕнче хай кăнтăрла çын питех тăмаçть. || Оставаться целым, находиться в целости и сохранности. Пухтел. Çăнăх та тăмас. ЧС. Лаша умĕнчи çиме çаплах тăрат: пĕртте иксĕлмен. N. Хăйсем сывă-и, çӳреççĕ-и, выльăх-чĕрлĕхсем тĕрĕс-тĕкĕл тăраççĕ-и? || Принадлежать. Кан. Эсеккасси ялăн çĕрĕ çинче тăватă ял çинче тăракан халăх вăрманĕ пур. || Взлетать. || Следовать. N. Манăн сăмах çине тăр. || Восстать. N. Хирĕç тăр. || Жить, обитать, здравствовать. N. Вăл ман патра тăрать. Календ. 1904 Праçшкре те кӳрше кайса килетĕп те, вара кунĕпе килте тăратăп, тет. N. Нумаях та тăмăн, çуркунне пулĕ, унтан çу та çитĕ. Алешк.-Сапл. Сыва тăратна? тесе салам яр. Альш. Унтан тата: ят улăштармасан ача тăмас, тенĕ. Çавăнпа улăштарнă (прежние чуваши). Хăшĕ-хăшĕ ачи начар ӳссессĕн: ятне улăштарас, теççĕ. N. Епле шухăшпа тăратăр, мĕн шухăшлатăр, мĕн калаçаççĕ сирĕн ялта? тетĕп. Альш. Çăммисем: ĕлĕк пит аван тăраттăмăр, тет. Бес. чув. З. Сывă тăратăн-и, ачусем мĕнле пурăнаççĕ, выльăхусем мĕнле тăраççĕ, тесе ыйта пуçларĕ. Сборн. по мед. Ачасене туртса илтĕн пиртен, киле пымаççĕ, кунтах тăрасшăн. С. Айб. † Нумай пĕтет, сахал çитет, пĕрле тăнине мĕн çитет. N. Акă нумаях та тăмăпăр — салтак пулăпăр. Кан. Пĕр çынпа. Çавнашкал ĕçпе тăнăскерпе, лав çине ларса тухса вĕçтерет. N. Санран çыру илмесĕр пилĕк уйăх тăтăмăр. || Не переводится при „пек“ N. Тăвансем тăраççĕ йĕрес пек. N. Çăмăр çăвасшăн. Ун чухне çăмăр çăвас пекех тăратьчĕ (собирается дождь). || Употребляется в качестве вспомогат. глагола. N. Кайса тăратпăр, укçа çук. Мы ходили туда, но там (всё) нет денег. N. Эсĕ пирĕн пата кайкаласа тăр. N. Каймасăр-килмесĕр ан тăрăр. Захаживайте почаще. N. Пичче, ан çилен, эпир ярсах тăнă, çитмеç апла сан пата. N. Хĕветĕре эрнере пĕре курах тăрап. В. Олг. Халь çисе тăримест вăл, каймалла. ЧС. Кăнтăрлачченех киле кайса тăраймăпăр-ха, çак керемет çеремне кăшт та пулш сухалар. N. Вăл çапла каласа тăнă чухнех... СЧЧ. Ну, кусем чăнах та пăрахса тăраççĕ ĕнтĕ (совсем вот кажется готовы бросить языческие молитвы). Пĕри-пĕри чирлесенех, хай-ĕскерсем нуккă чӳк тума тапратаççĕ, чăтса кăна тăр. Трень-к. Вĕсем уя тухса тăратьчĕç те, пире кĕтетчĕç. N. Шăтăк алтса тăчĕ те, алтса çитерсен, хатĕрленĕ шăтăкне хăех кĕрсе ӳкрĕ. N. Аттеçĕм, аннеçĕм, хуран тулли аш çакса: пиçе тăтăр, терĕр пуль; хĕрĕре аякка парса: йĕре тăтăр, терĕр пулĕ. Юрк. Эпĕ килте ĕçлемесен те, кашни уйăхра эпĕ сире укçа ярса тăтăм. Истор. Ăна хирĕç янă çар чарса тăрайман, пĕр май чакса пынă. N. Ман короле çын ирĕкне тивес çук, юсах тăрсан, нихăçан та вилес çук. N. Камăн та пулса сасартăк сиен пулса тăрсан анчах хăй тума пулнă ĕçе тăваймасть. N. Ăна курасшăн çĕмĕрт йывăççи çине улăхса тăнă. N. Унччен те пулман, сут тавраш çитсе те тăнă. N. Çав вилнĕ çын ӳчĕ типсе хытса тăнă, ун пек кĕлеткене мумия теççĕ. N. Çак йĕрке тăрăх акă мĕн пулса тăнă. Юрк. Çав сăмаха илтсен, хай çыннăн вăтантарас вырăнне, ирĕксĕрех ăна мулпа пулăшас пулса тăнă. Ивановка. Шкулта эпир пынă çĕре урăх ачасем те нумай пухăнса тăнă. Сред. Юм. Нăмай шохăшласа тăрса полмас. Долго раздумывать нечего (нельзя). Изамб. Т. Салтака кайсан, килтен укçа ыйтас вырăнне, хăй ярса тăчĕ. Алших. И, Сĕве-тĕр, Сĕве-тĕр, Сĕве тăрăх хӳме-тĕр; аршăн-аршăн пĕвĕм-тĕр, ылттăн ука çӳçĕм-тĕр, кĕмĕл черкке куçăм-тăр, йăлтăраса тăрат-тăр; ай-хай чунçăм, вăйçăм, янăраса тăрат-тăр. Чăв. юм. 1919 ç. 11. Ука çӳç тыткаламалла та мар: хускаланса, ваткаланса çеç тăрать. Шăна чир. сар. 18. Çимелли япалисене пĕр маях витсе тăрать. Чураль-к. † Çинçе урама хыпар яртăм, хĕрсем тухса тăрмалла; хĕрсем тухнă, ачисем тухман, ачисем тухнă, эпир мар. Орау. Пĕр-пĕринпе тавлашса тăмастăр-и? Истор. Час-часах тата монахсем тăвас ĕçе вĕсене хушса тăриччен хăй тăва-тăва пăрахнă. N. Çынсемпе çапăçса алли-урисене амантса пăрахаççĕ. || Употребляется в чувашизмах. Букв. 1904. Савăннипе пĕртте туйман, хĕвел каçалана кайнă-тăнă. Ib. Инкек çине инкекех тата: çав вăхăтрах ун ури салтăннă-тăнă. Ib. Унтан хайхи вăрăм-туна эрешмен картине çакланать-тăрать. Альш. Пĕр-пĕр улпут тавраш виç-тăватă лашапа кӳме кӳлсе, хăнкăртаттарса иртсе каят-и, вăкăр кĕтĕвĕсем хăваласа каяççĕ-и, унта мĕн те пулсан курах-тăран: ахаль иртмес пĕртте вăхăт. Ib. Вăрманта çул такăр, тӳрем. Ниçта çырмана-мĕне анса-туса тăмалла мар пирти пек. Сред. Юм. Калах тăран-ха эс она, пăртак тăрсан каллах манса каять. Все ему сказываешь, а он немного погодя опять все забывает. N. Унăн тавлашасси, чĕлхепе çĕнтересси анчах киле тăрать. Собр. Хăни килех тăрат, кĕççи сарлах тăрат. (Пӳрт улăхтарни). N. Каç выртсатăма питĕ кансĕр: çанталăк сивĕ. Яжутк. Пирĕншĕн аттен ма макăрас, тăрас-кӳлес лаши пур. Скотолеч. 27. Тăнă çемĕн хытăрах кӳпĕнсе пырать.

тăрат

(ты̆рат, тŏрат), заставить, позволить встать. N. Эпир чӳрече çине тăрăпăр.— Эп сире тăратăп. ТХКА 40. Атте, кĕсрене тăратса ярас тесе, пынă та, кĕсре сывламас та, тет. Ib. 42. Эпĕр те çуркунне аттепе иксĕмĕр хăла тьыхана тăрата-тăрата кантарса, майпе çавăтса, Пичаваш катине леçсе ятăмăр. || ЧС. Пӳртре тăратмаст (не позволяет мне быть в избе). || Остановить. N. Лашăна тăрат. Останови лошадь. Кан. Тпрр-ру!.. Тăрат, атте, çакăнта. Тип-çырма. Тăратăр-ха! Стойте-ка (говорят едущим на лошадях). Ала 13°. Çавă пăрахот пырса тăратсассăн, çакă ватă хуçа пăрахот çине кĕнĕ. || Держать в бездействии. N. Мĕн пур пек вăйна, ăсна ахаль ан тăрат,— телей тупма урăх май çук. || Продержать, дать существовать, N. Унăн йăхне ĕмĕр-ĕмĕрех тăратăп. || Держать. N. Тирпейлĕ арăм пӳртре çӳп-çап тăратмаçт. О сохр. здор. Çĕр ăшĕнче çĕрекен япаласене пĕртте тăратас пулмасть. Ib. Пĕр-пĕр тумтире тулта тăратсан, вăл ытти япаласем пекех сивĕнсе каять. Скотолеч. 19. Тутăрне улăштарса çыхнă чухне суранне кăшт та уçă тăратма юрамасть. Якейк. Çăмартая вĕрекен шу шăнче пилĕк минут тăратсан, пиçет. Ib. Çип çамçа хотсан, каткара вуник сахатран ытла тăратма йорамаçть. Юрк. Пиçекен ашĕсем чукунта тăратса тăраканнисем, вутпа çунса, ĕнек тути калаççĕ. N. Вăрă-хураха, пысăк арчана йывăç çине çакса, виличчен тăратнă. || Поднимать. N. Хăпартнă чох перĕн орапа тӳнсе карĕ, ăна эпĕр тăратрăмăр та, киле карăмăр. Ст. Шаймурз. Путнине кăларма хушнă, тупнине тăратма хушнă. Ib. Çӳлелле тăратат. Поднимает к верху (ногайку). N. Хайхи тарçă хулхисене тăратса, пурне те илтесчĕ тесе, шухăшласа ларнă. Халапсем. Унăн урисем çӳлелле тăратса тăраççĕ (торчат). || Будить, поднимать с постели. Пшкрт. Якейк. † Хамăр ялăн хĕрсене айне тӳшек сармалла, çине тăлăп витмелле, ачашласа тăратмалла. Качал. Хĕр тăратать-тăратать Йăвана, тăратса та тăмастĕ (не просыпается). || Ставить, поставить. Орау. Мĕшĕн лашисене пурте кунта тăратнă. Трхбл. Тăрат лашана. Поставь Лошадь. ЧС. Çавăнпа эпĕ насвуса тăратнă тĕле, ăна курма тесе, кайрăм. N. Пĕр çынсене тепĕрисем çине хирĕç тăратса вăрçтарса çӳренĕ. N. Вĕсен йĕри-тавра тĕкме тăратса çавăрăннă. Якейк. Тăратса тусан, чĕмел лайăх типет. Чĕмел тума пуçланă чох тват-пилĕк кĕлте тĕкĕштерсе тăра(та)ççĕ те, онтан çавăрса каяççĕ. Ib. Вăл чола выртарса хоман, тăратса хонă. || Назначить, поставить. N. Паян урăх санитара тăратрĕç ман вырна. || Представлять. N. Вăл çав çулнех округа хут тăратнă, 50 ача таран вĕрентмешкĕн. Кан. Хăйсем тĕллĕн кайса çĕр йышăнса килнисем çак каланă хутсенчен кайранхи икĕ хута анчах тăратмалла. || Доставлять, поставлять. Кан. Байков хаçатсене вăхăтра тăратмасть. Кильд. Ку çамрăк хуçа хĕрин (у невесты) мĕн çуккине вăл хăй тăратма пулнăю Ала 8°. Сирĕн мĕн çуккине эпĕ хам тăратăп, анчах эсир мана хăвăр хĕрĕре парăр. Якейк. Эп школа вотă тăрататăп. Я доставляю в школу дрова. Ib. Вăл пире аш тăратать. Он доставляет нам мясо. Ib. Вăл çар валли лаша тăратать. Он для армии поставляет лошадей. Янтик. Çар валли лаша тăратать вăл (поставляет лошадей для армии). Юрк. Пирĕн хура-халăхăн: çын вырăнне çын тăратас, тенĕ сăмах пур. N. Лаша вилчĕ, питĕ ан колян, çотăкăй (= всетаки) он вырне тăратрăмăр. || Задерживать. N. Çак хота (= çырăва) илсен, ан тăратăр, часрах ярăр. N. Пиçмине сирĕнтен илсен, пĕр сахат та тăратмарăм, кала ятăм часрах. N. Вăрçă выйлă пулсан, пире те нăмаях тратмаççĕ. N. Пиçмона авла (= алла) илсен, пĕр кун та ан тăрат (не медли ответом). N. Çырува ан тăрат, как çитсенех яр. || Оставлять. N. Нимĕн те таратмаççĕ (все тащут, воруют). N. Пĕр япала та таратмаст. || Поместить. Ст. Чек. Çулăха вутă тăратнă (поместили в „çулăх“). Янгильд. Çул каякан çын карĕ; анчах Микита патне аслати çитрĕ те, калать: ма тăратрăн эсĕ вăл çынна? Вăл этем мар, вăл осал, вăл мантан вăтăр çол мăшкăласа çӳрерĕ. || Построить. N. Вĕсен пӳрт-çурчĕсене салтаксем тăратнă. || Erigere (mentulam). || Употребляется в качестве вспомог. глагола. Орау. Пĕр çынна çил çӳлелле çĕклесе капан урлă каçарса тăратрĕ, тет. N. Ултă çула вbççĕмĕш ятташне пĕр кăлармасăр тăратма хупса хурать (запирает свою дочь).

тăрăх

(ты̆ры̆х, тŏрŏх), длина (полотна). Янш.-Норв. Пилĕк тăрăх шур пирĕпе виçĕ тăрăх улача пур. КС. Тăрăх, цельная холстина (пир тăрăхĕ). Слеп. Пĕр тăрăх пир (20—25 аршăн и 10 аршăн). Янтик. † Тăрăх-тăрăх шурă пир, тăрăхĕ вăрăм пулинччĕ. Чăвашсем 22. Вăл вара вĕсенчен виçшер тенкĕ укçа, пĕрер тăрăх пир илнĕ, пĕр четвĕрт эрех ĕçнĕ, тет. Султангул. † Тăрăх-тăрăх улача, касса пĕтмĕ, терĕр-им? Пĕвĕ ӳссе çитĕ те, ăсĕ кĕрсе çитĕ те, ĕмĕрне каймĕ, терĕр-им? N. Ун пуçĕнчен шухăшсем кумса пĕтернĕ тăрăха тĕрлеме пуçларĕç. Хăшĕ-ха ун чăн илемлĕ тĕрри? Ал. цв. 12. Аслă хĕрĕсем хăйсен пурçăн тăрăхĕ çине ылттăн кĕмĕлпе тĕрлекен ĕçĕсене пăрахса, ашшĕне хирĕç чупса тухаççĕ. Сред. Юм. Пир кăнтарăм; пир, тăла тĕртсе кăларсан: пĕр тăрăх тĕртсе кăлартăм, теççĕ. || Мера ниток? || Звено. N. Вăл вăкăр хапхаран кĕреймен, ăна çичĕ тăрăх хӳме сӳтсе картишне кӳртнĕ, тет. (Такмак). Тайба Б. † Ултă тăрăх хăмана утса тухса пулмарĕ. || Плаха. Орау. Виçĕ тăрăх вутă исе килтĕм (три плахи). N. Нимене çич лав карăмăр. Тăрăхине пĕтерсе килтĕмĕр, çатрака юлчĕ. Собр. † Тăрăх-тăрăх вут сыппи, ялан ĕне ури айĕнче. Орау. Тăрăх, полено трехаршинное. Ib. Пĕр тăрăх вутă парса ярăр-ха мана кивçен. || Полоса. Толст. Унтан ункăран унка пĕр вершук çитейми тимĕр тăрăх илнĕ. || Местность. КС. ЧС. Пĕрре пирĕн тăрăхра выльăх мурĕ пулчĕ. Кан. Ункă тăрăхĕнче ун пек пуян урăх çук та. N. Хамăр тăр(ă)хсам çок. Нет людей из нашей местности. || Продольный. Ст. Чек. † Пруххăртейĕн хыçĕнче тăрăх хăма çураççĕ. Собр. Уйра тăрăх пăта тăсăлса выртат. (Йăран). N. Тарăх та выртрăм, Елекка, урлă та выртрăм, Елекка, юраймарăм, Елекка. (Старинное изречение). || Употребляется в качестве послелога. Орау. Манахсам тăрăх çӳрерĕм, вырăн çук. Паян кĕпĕрне хуçи патне кайса пăхмăр-ши? Вырăнсăр юлап вĕт. Халь Пашалу тута патне кайса килем-ха. Час килеп. N. Çак çын ĕнтĕ, юмăç каланине манас мар тесе, çул тăрăхах (по всей дороге): пĕр пăт тух-и, çур пăт тух-и, пĕр пăт тух-и, çур пăт тух-и, тесе таварăнать, тет. Ал. цв. 7. Çав пусма тăрăх вăл патша çуртне кĕрет. N. Вĕсенчен хăшĕ министр патĕнче, унăн канцелярийĕсенче ĕçлеççĕ, хăшĕ пĕтĕм патшалăх тăрăх ĕçлеççĕ. Мошков. † Ула кушак, шур кушак ширшанта (шаршан та?) тăрăх (scr. торэх) кускалать; ача чнпер (çавă пур та), хĕрсен тăрăх кускалать. Регули 173. Вăл каланă тăрăх эп турăм. Ib. 1308. Порне тарăх волать. Япала тăрăх шотласа парăп. Ib. 1085. Вăл мана хĕнерĕ, эп çавăн тăрăх (çавăнпа) çилентĕм. Хăр. Паль. З2. Мăя тăрăх çăмăр шывĕ кайрĕ. Урмаево. Карчăкăн ывăлĕ сахат тăрăх мар, минут тăрăх çитĕнет, тет (рос). Туй. Хĕрĕ унта мар, хĕр туйĕ вăл вăхăтра çӳрет хурăнташсем тăрăх. Батыр. Ашшĕ тăрăх ывăлĕсем. По отцу и сыновья. (Послов.). Чăв. й. пур. 5°. Кĕнеке тăрăх хисеп турĕç (счет, вычисление). Сенг. Манран (надо мною) киле кайнă чух çул тăрăхах кулса пычĕç. Кан. Апат кĕренкке тăрăх пĕрле çитереççĕ. Ib. Ăна халăх яуррИсем тăрăх çырнă. N. Чăваш ялĕсем тăрăх çӳреме тухса кайнă. Регули 172. Вăл панă тăрăх эп те патăм. Ib. 1307. Çол тăрăх йăвăçсем тăраççĕ. Ял тăрăх çӳрет. О сохр. здор. Вăл ĕç телей тăрăх пулать. Это зависит от счастья. Вишн. 59. Апата нумай çиесси вăл вĕреннĕ тăрăх килет. N. Ĕçленĕ тăрăх (или: тунă ĕç тăрăх), сдельно. О сохр. здор. Вăл çул тăрăх, е уйăх тăрăх килет (здоровье). КС. Арăм тăрăх, из-за жены. Ib. Çав ятлаçу сан тăрăх туххăрĕ (из-за тебя). N. Эпĕ инспектор патне çырса ятăм жалованье яман тăрăхран. Чăв. й. пур. 21°. Çав Ивана, хăй пит вĕçкĕн тăрăх, çынсем хăне те мăшкăллакаланă. Шурăм-п. Юрлакан хăй савнă тăрăх — кирек хăш кĕввине те юрлама пултарать. Регули 1070. Олпут ачишĕн (ачи тăрăх) анчах конта порнатăп. Ib. 117. Эп онпа поплесе пол тытаç тăрăх. Ib. 54. Эп онпа поплесе тыр сотмалли тăрăх. N. Эсир каçет тăрăх илтнĕ пуль. О сохр. здор. Çавăнпа палакансем, камитсем курма, юрăсем, ташăсем, килти вак-тĕвек ĕçсем çынсене пит усăлă, мĕшĕн тесен кирек кам та, ĕçлекен çын, ун тăрăх канать. N. Çав тăрăх ăна вăл малтанах пĕлтернĕ паллă вырăнне хунă. N. 1903-мĕш çулта, Кирилловка хулинче выставка пулнă чух, эпĕ унта хам пĕлекен тĕрлĕ ремесла тăрăх тунă япаласене ятăм. N. Пирĕн йомахласси те пиçмо тăрăх анчах. ТХКА 98. Кĕлеткем пĕчиккĕ пулсан та, кĕлеткем тăрăх пăхтартăм. НИП. Пăрлă шыв пуç тăрăх яратчĕ. N. † Ăмăрт-кайăк вĕçет шыв тăрăх, çамрăк ĕмĕр иртет кун тăрăх. Чураль-к. Урпа ани урлă, сĕлĕ ани тăрăх. (Хура пӳрт маччи). N. Урама тăрăх. ЙФН. Атти ани çула тăрăх. ЧП. Пирĕн ани çула тăрăх. N. † Ту-ту тăрăх тупăлха, турта тума юрĕ-ши? Шыва тăрăх хурама, пĕкĕ авма юрĕ-ши? Нюш-к. Вăрмана тăрăх чукун çулĕ иртсе каять. || Б. Яныши. Йăтти ачашланса тăрăх сикет, тет. Сред. Юм. Йытă паллакан çынна корсан тăрăх чĕвенет (встает на задние лапы, передними упирается на человека). N. Унтан тăрăхах йĕтĕн çине пир хураççĕ (в гроб). ТХКА 92. Хура йытă пулсан, мана хирĕç сиксе тухатьчĕ вăл йăпăлтатса, хӳрине вылятса, хам тăрăх сикетчĕ. Сред. Юм. Пĕр пĕчик йытăпа аптăранă эпĕ паян, пĕр май хам тăрăх сикет.

тăркачă

то же, что тăркач. N. Эпĕ сирĕн пата çӳре-тăркачах эсĕр мана курайманнине сисмен. Переп. Кала-тăркачах çапла турĕ. Все время твердили, однако сделал так (по-своему). Ib. Çие-тăркачах начарланса карĕ. Постоянно ел, но все равно исхудал. Сред. Юм. Кора-тăркачах вăрлаттарса ятăн-а? На глазах-то ты и позволил украсть? Ib. Ман паян çывра-тăркачă куç-пуç шыçса кайнă. Ib. Куйлана-тăркачă чысти типсе хăрса кайнă. Ib. Карчăкпа старик кĕтеç-кĕтеç, тет, ачисĕне, çок, пĕри те тавăрăнмаççĕ, тет, куйлана-тăркачă чысти ватăлса, чух утакан полчĕç, тет. Баран. 176. Эпир те çаплах: грек тĕнне пĕле-тăркачă урăх тĕне йышăнас шухăш тытмастпăр, тенĕ. Ib. 73. Салтаксем çав тĕрлĕ асап кура-тăркачă, крепоç пуçлăхе парăнман.

хай-çырма

хай-çырми, назв. тат. дореволюционного праздника. СПВВ. ИА. Имишерсен чăн аслă праçникне хай-çырма тенĕ. Тюрл. Пирĕн, çимĕк иртсен, хай-çырмине каяççĕ. Çав хай-çырмине пиртен пĕр пилĕк çухрăмра, аслă çаранта тăваççĕ. Çав çаран çумĕнче пĕр çырма юхат. Çав çаран çине çамрăк ачасемпе хĕрсем пĕрле пухăнаççĕ. Арçын ачисем хĕрсене пĕремĕксем çитереççĕ. Унта сутă тăвакансем те тухаççĕ. Çавна вара пирĕн хай-çырма теççĕ. Вăл хай-çырмине ахаль пасара тухса утнă пек тухса утмаççĕ. Виçшер лашасемпе те икшер лашасемпе анчах пыраççĕ; пĕккисем çине хăнкăравсем çакаççĕ, лашисен хӳрисене тӳлеççĕ, çилхисем çине хĕрлĕ тутăрсем çакаççĕ... Çаран çине çитсен, çаран йĕри-тавра пĕрер хут çавăрăнаççĕ те, лашисене тăратса лавккасене çӳреме каяççĕ. Лавккасем хушшинче хĕрсем ушкăнĕ-ушкăнĕпе тăраççĕ. Хăйсем пурте хĕрлĕ кĕпесемпе те атăсемпе, пуçĕсенче тухья, умĕсенче алмапа шӳлкеме, тенкĕллĕ мăй-çыххисем, урăх илемлĕ шăрçасем те çакнă. Вăл хай-çырмине пирĕн ялта чысламаççĕ, урăх ялсенче сăра ĕçсех чыслаççĕ. Ачасемпе хĕрсем çӳресен-çӳресен, хай-çырми тăвакан ялтан пулсан, килĕсене тавăрăнаççĕ, хай-çырми туман ялтан пынисем хай-çырми тăвакан ялсене хăнана каяççĕ. Унта вăлсем хăналансан, каçпа килĕсене юрласа тавăрнаççĕ. Моркар. Хай-çырми — тотар праçник, тройски чох полнă, виç конччен. См. Магн. М. 65, Золотн. 189.

халсăрлăх

слабость (о пьянстве). Халсăр пул, занемочь, заболеть, N. Ĕлĕк чăвашсем халсăр пулсан, урăх кирек мĕн пулсан та, юмăçсем патне кайнă. Регули 574. Вăл халсăр полчĕ.

халăх

(халы̆х), народ. ЧС. Е пĕсмел чук çырлах, хура халăха ырлăх пар, çăмăр пар... (Из моленья). N. Халăх çăварне чармалли çок. Истор. Василий Дмитриевнч аслă княçра чух вырăс халăхĕ çине тутарсем икĕ хут килсе вăрçнă. Ст. Айб. Халăх халăх пулĕ, теççĕ. (Послов.). N. Вĕсенĕн ят çĕрĕсене халăхпа (миром) туртса илсе урăх çынсене панă. ЧС. Пĕрре эпир халăхпа илнĕ çаран çинче утă çулаттăмăрччĕ. || Люди. Яргуньк. Халăхсам ĕçлесе укçа тупаççĕ. Якейк. Пирн Хветĕрпе пит те ан калаç, вăл орăх юшши халăх. || Общество, мир. Букв. 1904. Петĕр Çтаппанĕ халăх вăрманне (в общественный лес) вутта кайнă. N. Салтак пурăнăçĕ халах пек.

халăх пӳрчĕ

пожарная караулка. Эпир çур. çĕршыв 15. Ту вĕçĕнче чылай аслă униче (укăлча) выртать. Кунта, хапха патĕнче, ял юпи ларать, халăх пӳрчĕ ларать, вут сӳнтермелли машшин, пичĕке, пакурсем тата урăх хатĕрсем лараççĕ. Янорс. Халăх пӳрчĕ çумĕнче ĕне вити, унтан çăнăх хампарĕ, унтан вут сарайĕ.

хыв

(хыв), скидывать, снимать. М. Сунч. Пурте çĕлĕкĕсене хывса сулахай хул хушши айне хунă. Янтик. Кĕпе тарласа кайнă та, нимпе те хывăнмаст. А.-п. й. 60. Ме хамăнне хывса парам,— тет пукани. Орау. Эпĕ сăхмана алăкран кĕрсенех хывса хутăм (или: хывса çакрăм). Я разделся в передней. Ib. Хыв тумтирне, апат сима тумтирпе лараймăн. N. Атăла курмасăр аттăна ан хыв, теççĕ. (Послов.). Ала З°. Салтак çĕре (кольцо) вараланат тесе, хывса хучĕ, тет, чӳрече çине. Изамб. Т. Акса пĕтерсен мăйĕнчен пăтавккиие хывса урапа çине хучĕ. || Класть, ссыпать. Менча Ч. Эй, ырă туррăм, çичĕ тĕслĕ тыррăма — пуллăма çичĕ пӳлмене хывма парăсăнччĕ. (Моленье „ака пăтти“). || Класть метку (паллă, кĕлеме). Ст. Чек. Вутти çине (на свои дрова) кĕлеме хывнă (положил клеймо). || Ставить что, куда. Альш. † Хура вăрман хыçне капкăн хыврăм. Орау. Çăкăр хывас; салат хывас; кăмакана тыр хывас. КС. Хыв, ставить в печь çаралла, напр., çăкăр хыв, пашалу хыв, çип хыв. (Однако: куршук ларт, чукун ларт. || Çутт. 43. Эпир пурте авăн хывма тухрăмăр. || Складывать. Ст. Чек. Вутăра епле йăнăш хыврăр. || Накладывать на шею. Кан. Паллăран паллă çпекулянт. Аванах ĕнсене хывать. || Набивать (лед). N. Паян нӳхрепе юр хыврăмăр. Орау. Нӳхрепе хывма кӳлĕрен пăр касса кăлараççĕ. || Наливать. П. Пинерь. Сар алтăрпа пыл хывăрăм, ялан шупчăксем килчĕçĕ ĕçлемешкĕн. Сиктер. Сăрана йӳçнĕ чуне те астивмеççĕ, тӳрех пичĕкене хываççĕ. || Лить, отливать, ковать (металл). Янтик. Саратов енчĕк сар енчĕк, тулне пурçăн туртрăмăр, ăшне кĕмĕл хыврăмăр. Ал. цв. Çийĕнче ылтăнтан шăратса хывнă тумтир пулнă. Пазух. † Ĕнтĕ ылттăнăм çук, кĕмĕлĕм çук, услам-çуран хывнă чĕлхем çук. Кĕвĕсем. Услам-çуран чĕлхе хывтартăм ялан хамăр тăвансемпе калаçма. N. Суха тимри хывма. Лашм. † Ылттăн сулă хывса паракана кĕмĕл сулă хывса парăттăм. || Йӳç. такăнт. 10. Пĕр тупанра шăлĕ тухнă, тет. Тупан хывмасăр кулме те юрамасть, тет. || Не переводится. Орау. Якур пĕтĕмпех ашшĕне хывнă (весь в отца). || Установить, наводить, построить, мостить. Султангул. Чупрăмах та антăм та, ай, шыв хĕрне, хусахсем те кĕпер те, ай, хываççĕ. Синьял. Пĕчик çырма, тарăн шыв, кĕпер ан хыв, ут сиктĕр. НР. † Хорăн хоппинчен кĕпер хыврăм. Берестой я мост вымостил. Альш. † Чассавни кассинче каçă хываççĕ шыв урлă. Алших. Çĕнĕрен кĕпер хывса тухрăмĕр. Ау 75. Куртăм, йинке, куртăм, çӳлĕ ту çине çурт хывнă. || Валить, насыпать (насыпь). Альш. Кат (гать) хывнă. || Свить (гнездо). Тим. Симĕс пӳрт тăрринче чăпар куккук çĕрне-кунне пĕлмесĕр авăтат; яла килсе йăва хываччен авăтаясчĕ вăрман тăрринче. || Восстанавливаться. Альш. Вĕсем ӳпке татăлса тухать, теççĕ, çĕнĕ упке хывать, теççĕ (у больных). || Наливаться. О земл. Çу уйăхин пуçламĕшĕнче акса ĕлкĕрейсен, вика Питравкана хутаç хывма тытăнать. || Сметать (стог, копну). О земл. Анкартне куçарсан, капана хываççĕ. Сред. Юм. † Утмăл та карта утине йĕкĕр те капан ут хыврăм. Якейк. Паян эпĕр утă хума каятпăр = утă пуçтарса капана чикетпĕр. Трхбл. † Вуник те купа эп ут хыврăм. ||Надуть, навеять, замести. N. Хĕлле тата яла юр хывса тултарасран сыхлать. N. Йывăç юппине юр хывнă. || Проложить (дорогу, след). Ст. Шаймурз. Çырма хĕррипеле çул хыврăм. Ст. Айб. Аслă вăрман хыçне шур юр çунă, хура сăсăр тухнă та, ай, йĕр хывнă. Трхбл. † Хура вăрман касрăм та эпĕ çул хыврăм. Богдашк. Хура вăрман хыçне эп çул хыврăм. || Копить, наживать. Альш. † Чунне хĕнесе мул хывакан, вутпуççи-тĕр унăн чĕрисем. || Назначить, установить цену. Никит. Хакне икĕ çĕр тенке хыврĕ. || Начинать (дело). ЧП. Хампа харăс хывса юрлакан. Изамб. Т. Ыраш вырма тухаччен пĕр-ик кун малтан çурла хываççĕ. Унтан вара пикенсех (решительно) вырма каяççĕ (т. е. сначала лишь делают почин). N. Çорла хыв, çава хыв, начало жатвы. КС. Çурла хыв еще значит: сделать серп. || Ставить себя (высоко). N. Хама хам çӳле хывса пĕтрĕм. N. Тантăшусем умĕнче пуçна асла ан хыв. || N. Вăл ырра усала хывса инкек тăвасшăн çӳрет. || N. Пĕр ĕçлемесĕр пуçа наяна хывса çӳрекен пулнă. || Ссылаться. N. Ĕлĕк пĕр арăм чире хывнă, тет. N. Ак хай амаçури чире хывса пилешпе палан çирĕ, тет те, ну хăса пуçларĕ, тет. Изамб. Т. Пуçне ухмаха хывнă та каланине те итлемес. || Принимать к сердцу. Н. Седяк. Ырă çынсем çумне ларнă чух ырă сăмахна ăшна хывса лар. N. Вĕсем каланине пурне те эпир ăша хываттăмăр. || Вносить (деньги), отдать, платить (долг). Орау. Ампар тырри кайса хыврăм (в общественный амбар). Ib. Вăйпĕрни хулана куланай хывма кайнă пулнă (внести подати). N. Куланай хываççĕ. N. Пайтаххăн укçа хывакан пулĕ. Кан. Мĕншĕн сутнă таваршăн кассăна укçа хывмарăн? || Приносить жертву. Чураль-к. Ăçта каян, Марина, Марина? — Мăн мăкăр хывма каяп, каяп! См. çимĕк. N. „Вара çав мимĕре „чун пăттипе“ вилнĕ çынна чăн малтан хываççĕ. Хывма чашкă çине хывмаççĕ. Тупăк тунă чух чăн малтан пулнă турпаса илсе кĕреççĕ те, çав турпас çине хываççĕ те, тупăк тунă çĕре илсе тухса ытти турпассем çине пăрахаççĕ“. N. Ак сана эпĕ икерчĕ (е урăх. япала) хыватăп, тет. Ст. Чек. Хывас, вилле хывас (бросают куски пищи и льют пиво). ЧС. Асатте ячĕпе ытти вилĕсем те асăнса ĕçсе çиччĕр тесе хыймаллу пĕçерсе хыврĕç (при похоронах). N. Хываççĕ тесе ак мĕне калаççĕ: умăнта пултăр тесе çăкăр е куймак татса пăрахаççĕ. N. Хывса пĕтерсен, хăшĕ-хăшĕ калаççĕ: тăкас теççĕ; тата хăшĕ-хăшĕ калаççĕ: тăтăр-ха пăртак, çитĕр, теççĕ. Тайба Т. Хвелюк йинкене хывса тăкрăм, çав тытнă пулĕ тесе шухăшлатăп. Ib. „Çĕнĕ тырă ĕлкĕрсен, ăна е сутса, унтан çимелли япала илсен, е çĕнĕ тырăран çăкăр пĕçерсен, çиме тытăниччен вилнисене (ваттисене) татса пăрахаççĕ. Чăн малтан ратнисене асăнаççĕ. Кăна: вилнисене хывнă, темеççĕ,— асăннă, теççĕ. Çемерен кам та пулин чирлесен: ăна вилнĕ çын тытнă, теççĕ. Вилнĕ çын тытсан, хывса тăкас пулать (е хывас пулать), теççĕ. Ратне çынни кăна мар, ялти урăх пĕлĕшкелесе пурăннă çын та тытма пултарать. Хывма çăкăр сăмси касса илсе (горбушку), сăмахсем каласа таткалаççĕ. Таткаласа тăксан, ăна савăт çине хурса хапха тăпсине кайса тăкаççĕ. Вилнĕ çынна пистерес тесен, хывсан тăкма кайнă чух савăтне шăпăрпа хĕнесе тухаççĕ“,— тесе çырнă ĕлĕкхи çинчен. Собр. Хывнă каç тĕнĕ витĕр пăхсан пӳртелле, сĕтел хушшииче вилнĕ çынсем апат çисе ларни курăнать, тет, çав çын вара вилет, пулать. Аттик. Вара чара çине вилнĕ çынсене асăнса çухи, икерчĕ, çăмарта хăпартни, хăпарту таткаласа хыва-хыва çиетчĕç. Чăвашсем 33. Ăна алăк патне çурта хываççĕ, килте миçе вилĕ çавăн чухлĕ çурта çутаççĕ. Юрк. Мимĕр пĕçерсе куçне сарă çу хывса... Сред. Юм. Пĕри итем хыçне тохса хывнă (жертву поставил в поле). Ст. Яха-к. Ватă çынсем, çăварни тухса кайнă каçхине, вырсарникун каç, пурте мар, хăшĕ-хăшĕ анчах выльăх-чĕрлĕхсене, çăварни ернине чипер лайăх иртернĕшĕн, вилнĕ çынсене хывса тăкаççĕ. Хурамал. Мункун иртсен тепĕр куна (понедельник) хывнă кун тенĕ. || Употребляется в качестве вспомог. гл. Демид. Якав пĕтĕм калаçма ăсталăхне кăларса хывать кун умне.

хыпкала

учащ. ф. от гл. хып. Хĕн-хур. Пырсан-пырсан унăн çиесси килнĕ; вара вăл утса пынă çĕртех хул айне хĕстерсе тухнă çăкăр тĕпне хуçкаласа хыпкаланă та, малалла тата утмалăх вăй илнĕ. N. Ирхине те кăп-кап хыпкала тухрăм та, ман çиес килет. Кама 45. Апат хыпкалăр-ха малтан. Çикелĕр, хырăмăр выçрĕ пулĕ. Ларăр. Ib. 21. Лар кунтарах. Хыпкалар. Урăх нимĕн те çук.

хырăç-марăç

подать, налоги, государственные и общественные сборы. Бур. Хырăç-марăç памашкăн хушпу пăрахатпăр, тесе йĕретчĕç ĕлĕк. Ск. и пред. чув. 114. Хырăç-марăç памашкăн хушпу саклат хыватпăр. Ядр. Хырăç-марăç хăпарни, иксĕлни. N. Урăх хырăç-марăç та хресчен çинче темĕн чухлĕ пулнă. N. Çĕршĕн вĕсенчен укçа нумай илмест, çĕр хырăç-марăçне тӳлемеллĕх кăна илет.

хупла

хопла, покрывать, N. Хупла, покрыть (çуртана савăтпа). N. Сараппанпе хупласа, покрыв сарафаном. N. Марук аслă ывăлĕпе упăшкине çурнă пĕренесемпе хупласа тунă тĕттĕм сарайне хăварчĕ. N. Тата ан хупла, асту. Альш. Тӳшек ăшне хупласа хучĕç (икерчисене). ЧС. Пит вĕрирен пичĕсене çĕтĕксемпе хупласа тăраççĕ. Якейк. Çаксене порне те хорана ярса вĕретеççĕ те, çĕпрепе четвĕрт кĕленчишне ( = кĕленчи ăшне) ярса хопласа лартаççĕ. || Закрывать. N. Унтан вара пĕтĕм хĕвеле хупларĕ, çирĕм хăлаçран çын курăнмасть. Сред. Юм. Кăмака çăварĕнчен ăшă трук ан тохса кайтăр тесе кăмака çăварне хоплакан листока питлĕх теççĕ. N. Шăтăк çăварне хупланă чул. N. Кăмака çăварне питлĕх хуплани. N. Хĕвел каланă: „Çук, эпĕ вăйлă мар, мана çумăр пĕлĕчĕсем хуплаççĕ“, тенĕ. Якейк. Çил-тăвăл чох хăйăр вĕçсе пĕтĕм пĕлĕтпе хĕвеле хопласа лартать (илет). Шор-к. Чĕпписене хĕрхенсе çунат айне хопласа ларĕ. Кан. Апат-çимĕçе ялан хупласа хурас пулать. N. Кимми ӳпĕнсе хăйне хупласа хунă. Баран. 89. Кӳме умне карнине антарса хупласа хутăм. Книга для чт. 158. Хура тĕкĕсенчен пирĕн кунта нимĕн те тумаççĕ, анчах Африкă çĕрĕнче хĕвел пит пĕçересрен хупламалли сулхăн тăваççĕ. N. Çуни хамăра хупласа хучĕ. || N. Çырмана пĕтĕмпе хăва хупласа илнĕ. КС. Кӳлле мăк хупласа илнĕ. (Илчĕ — если сами наблюдали процесс). N. Ăна кавăн хупласа хĕвел тивертмен вара. || Затемнять. Цив. Çыннăнне ан ăмсан тени ĕлĕкхи вăхăтра халăх куçне хуплама çеç кирлĕ пулнă. || Замести. Баран. 96. Аяккинчи çула юр хупласа кайсан, çав çулпа иртсе çӳреççĕ иккен. || Залить. Орау. Шыв сасартăк (трук) юхса килсе хупласа илчĕ те, çыннисем япалисене те кăларимарĕç. Вследствие быстро нахлынувщей воды люди не успели вынести вещей. || Складывать. Собр. Пĕр хур çунатне хупларĕ те, пĕтĕм тĕнче хупланчĕ. (Каç пулни). || Зажимать. N. Çăварна аллупа хупла (зажми). Капк. Хĕнекенсенчен пĕри ăна çăварĕнчен хупласа çапла каланă (Париж урамĕнче). Кан. Тутине хупласа лартать. Зажимает ей рот. || Заглушить. Кан. Пурте пĕрле хутшăнса хăлхана хупласа лартаççĕ. || Мешать, надоедать. Сĕт-к. Пирн лакăм час шăршăнмасăр хоплать. N. Ĕçĕ нуммайи темех марччĕ вăл,— урăх ĕçе чарни хупласа тăрать. Якейк. Сирн ялсам тырăшăн килсе хопларĕç (аптратрĕç) мана (просили взаем). N. Куç курманни мар-ха унта, пĕлменни хуплать. Курм. † Ай пичи Ярмола, ай инке Варвари, суя пичи Михал пор; нимĕн суя полас çокчĕ, арлаççине кайни хопларĕ. ЧП. Пултран кĕпçи тĕл пултăм, татам çием тенĕ чухне çава касрĕ хупларĕ. || Погубнть. Хурамал. Кирлĕ япала çухалсан çухатакана калаççĕ: хупларăн ĕнтĕ, çтан тупас ĕнтĕ ăна, теççĕ. Г. VII. Хупларăн, анне, мана, хупларăн, çук çĕре (в бедное место) кайнă пулсан (замуж), ырă курнă пулăттăм (мне лучше было бы). Книга для чт. 52. Хуçа тĕлĕк курать: ун çине вĕтĕ чулсем тăкăннă пек туйăнать, чулĕсем: хупласа хуратпăр, хупласа хуратпăр, чĕрĕллех хупласа хуратпăр, теççĕ пек. Баран. 92. Вăл (лавина) пĕтĕм ялне çынни-мĕнĕпе хупласа хурать. Ст. Чек. Хупла çав çурта, хупла, пĕтер, ырă кун ан курайтăр. ЧП. Курайман тăшмансем хупларĕç.

хур

хор, класть, ставить, положить, поставить, строить. Ст. Чек. Кĕнекене минтер айне хутăм. Я положил книгу под подушку. А.-п. й. 4. Асаттепе иккĕн çĕклесе хума тăратпăр — хураймастпăр. Ib. П. Ваçлей нушана епле лектернине, ăçта хунине, епле çавăнтан вара пурнăçĕ малалла кайнине хунĕне тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕ. Василий рассказал тестю обо всем подробно: как он поймал нужду, куда положил, и как с того времени жизнь у него пошла хорошая. Ib. 71. Илсе хурас ăна кӳме çине, тет вăл ямшăкне. Ib. 71. Вилнĕ кашкăра кӳме çине илсе хураççĕ те малалла вĕçтереççĕ. Ib. 54. Йăви хăвăртрах сивĕнтĕр тесе, чӳрече çине пырса хучĕ. Ib. 94. Шурă халат тăхăнса, тухтăр пекех тумланса, сарă чăматан йăтса, тĕрлĕ кĕленче хурса, ĕне хӳрине чиксе, хуллен утать хулана. Ib. 77. Каçхине Ваçлей лаша кӳлчĕ те, нушана тытса хупнă арчана урапа çине хурса, вăрмана тухса кайрĕ. Вечером Василий заложил телегу, поставил сундук, взял железную лопату и отправился в лес для похорон нужды. Ib. 68. Çăнăхпа пĕрле вăл Пӳрнескене те илсе кĕчĕ, тет те, çăнăхне аламасăрах кăвас хурса лартрĕ, тет. КВИ. Анчах шăлнĕ укçине хăйĕн айне хурса ларнă. ГФФ. † Кăвак сăхман илемсĕр сак çинче хорса каснăран. Серый кафтан некрасив потому, что его кроили на лавке. Регули 854. Ман тырă (тыр) питĕ нумай, ташта хома вырăн топас. Н. Седяк. Вăя пуçланă чух шăпа тытса çăпатасене хурала хураççĕ (кладут под охрану). N. Кĕлте çыхнă чухне çурлана хулпуççи çине хураççĕ. ЧП. Атьăр тутăр кумар-и, варрине хура хурар-и? Янтик. Есир япалусене çакăнта хурайрăр. Ib. Килсен кала вĕсене, япалисене çакăнта хурайччăр. Ib. Эс, Хветĕр, çурлуна çакăнта хурайăр, никам та илес çук ăна. N. Урăх çĕрелле кайса хуман-и? Не положила-ли куда-нибудь в другое место? А.-п. й. 66. Пĕр карчăк кăмака умĕнчи кашта çине типĕтме вутă хунă, тет. Ib. 106. Çавăнта сарайне кайса хур, теççĕ хуçисем. Якейк. Тепĕр рет хорса каяс. Надо начать класть новый ряд (напр. кннг). N. Тăхлаччи пиçнĕ хура пĕр-пĕр савăтпа сĕтел çине пырса хурать. N. Эсĕ лашăна юпа çумне хур, ху тăрăх сак çине лар. N. † Айăм, айăм темесен ая минтер хумĕçĕ. НР. † Çырма орлă каçă хотăм. Мостки устроил через речку. Султангул. † Эсĕ леш енче, тăван та, эп ку енче, кил иксĕмĕр хурар та ай каçмине. Хуратсăн хур каçмине ай çӳçерен, пусмассерен вăль-вăль та ай авăнтăр. Н. Карм. Каçмăрсене хурсан çирĕкрен хурăр, каçмассерен каçмăр авăнтăр. || Прикладывать, приложить. N. Вăл хăлхине ĕçчена çумне хунă та итлет. Он приложил ухо к стене и слушает. О земл. Кĕнеке тăрăх мĕн пĕлнине ĕçе хума тăрăшаççĕ. N. Çитмĕл çула çитрĕм, çын çине алă хурса курман. || Ударить. Альш. Çакă çĕлен Ивана пырса хучĕ, тет (ударил). || Класть больного в больницу. Кан. Кусене эпĕ хамăр Пеловолшск пульнитсине хутăм. Сборн. по мед. Дифтеритпа чирленĕ çынна часрах больницăна хумалла, е ун патне доктора чĕнсе килмелле. || Привернуть (оглобли). Торп-к. Старик вăрмантан килсе торта хочĕ, тет (привернул). N. Кĕркури турта касса тухса хурать те, урапи çине хăпарса ларса, татах малтанхи юррах юрлать. || Пришить. N. Кĕрĕк çине хур. Пришить к шубе (о воротнике). ТХКА. 71. Çăварнире лаша ĕрĕхсе çурна кĕрĕкĕн çаннине çĕнĕ тир татăкĕпе анне пит лайăх сапланăччĕ, йăллисене çĕнĕрен хунăччĕ. || Заплатать. N. Йĕм çине тăхăрвун пилĕк саплак хунă пулнă. || Натягивать (о струнах). Якейк. Кĕслея çĕнĕ хĕлĕхсем хочĕç (натянули). || Набираться. Урож. год. Нӳрĕпе хăват хурса çитĕнеççĕ хумханса (травы). N. Самана лăпкă тăрсан, эпĕ хăват хурăттăм. || Ставить (самовар). Янтик. Кĕпер пенчи сăрлă юпа ут кăкарни пирĕн у ( = вăл), сăмавар хурса сахăр катни шур явлăкли пирĕн у. || Поставить (охрану). N. Халĕ (1906 ç.) вырăнĕ-вырăнĕпе хурал хунă, е салтаксем тăраççĕ, е казаксем çӳреççĕ. || Ставить в банк (в игре в карты). Орау. Малтан пĕрер тенкĕ хурса вылярĕç. Унтан икшер тенкĕ хура пуçларĕç. || Закладывать, заложить. Альш. 15 тенкĕ парса ятăм та, тăлăпне хăварчĕ хурса. Юрк. Хупаха хур. Заложить в кабаке (вещь). Ib. Хупаха хурса эрех ĕçеççĕ. || Начислять. N. Ун чухне банк укçана пит пысăк процента хурса пама пуçланă. || Творить (ставить) тесто, замесить. Юрк. Кăвас хур. N. Кӳптĕрме хур. Сред. Юм. Колаç хорса лартрăм. (Колаç пĕçерме чоста хорса лартсан çапла калаççĕ). Хурамал. Сăрана хатĕрлесен тепĕр кун ирхине икерчĕ хураççĕ те, каç икерчине пĕçереççĕ. || Назначать на место, на должность. Пухтел. N. Сана каллех ĕлĕкхи вырăна хурĕç. Альш. Унта вĕсем хăйсен хутлăхне пĕр хĕрне касначчея хураççĕ. Истор. Аслă княçа иккĕшинчен пĕрне хурасшăн пулнă. N. Пирĕн ялта шкул уçнă, унта çав Волкăва хăйне тиректăра хунă. Чăв. й. пур. 26. Сана куланай пухма хуратпăр. Ib. 26°. Сана куланай пухма хурасшăн, тенĕ. || Определить, установить. N. Вĕсем пĕтĕм халăх çырăва вĕрентĕр тесе çĕнĕ йĕрке хунă. Орау. Атăсене икĕ мăшăрне те кайса парас: хăшне тӳрлетет, вара пĕр мăшăрне хăй илсе тӳрлетнĕшĕн укçа хури (хурĕ-и)? N. Вут тупăнмарĕ, ыттине ĕçе хунă. || Решать. N. Йышăнмасан укçа пама пăрахăç тума хунă. || Накинуть. П. Патт. 13. Темĕскерле çын кĕрĕкне хулпуççи çине хурса тухрĕ. || Прикрытый. И. Тукт. Кайсан-кайсан, Ульянасене пĕр чăптапа витсе хунă лав тĕл пулчĕ. || Приказать, велеть. N. Çаврăнма хуратна, анма хуратна юланут çинчен? (Такмак). || Подать в суд. Чăв. й. пур. 210. Эпĕ каçармастăп, манăн ача вилет, эпĕ сута хуратăп, тенĕ. СПВВ. Сута хучĕç. || Чув. пр. о пог. 278. Хĕлле юр сакăн-сакăн пусма пек картлашкаллă пит нумай хурсан, çулла тырă-пулă пит лайăх пулать. Если зимою очень много насядет снегу ступеньками, как у лесенки, летом хлеб будет очень хороший. || Уродиться, родиться в кого. Юрк. Такам шуйттана эсĕ хунă! Ib. Митукăн амăшĕ те шарт тĕлĕнет: „Ачу масарĕ ку Митук, кама шуйттана хучĕ-ши? Пирĕн йăхра никам та ун пекки çукчĕ-çке“. N. Вăл амăшне те, пиччĕшне те хуман, пит çемçе çын пулнă. Регули 923. Пĕтĕмпех хама хунă. ÇМ. вăт. || Значит, надо полагать (?). Рукоп. календ. 1908. Шикланаççĕ хур.|| Почитать, ставить во что. N. Илтмĕтĕм сирĕн сăмахăра, чунăм чухлĕ хуратăп кăмăлăра. ÇМ. Этем чунне — выльăх чунĕ вырăнне ан хурăр. N. Эсĕ ман сумаха сумах вырне хумарăн. N. Пирĕн ватăсене чыса хураççĕ. Дик. леб. Çакна хăнăрсене чысламалли тĕслĕрен ĕçме-çиме вырăнне хурса выльăр. N. Кăмăл хурса, хĕрхенсе ман айăпа каçарсам. || Составить, сложить. N. Микула геройсене мухтаса юрламалли çĕнĕ юрă хучĕ. || Сравнивать. N. Петĕр çын чĕрине çăлкуçĕ майлă хурат.|| Зачесть. N. Эсир мана ку ĕçшĕн айăпа ан хурăр, тенĕ. N. Мана винавата хуран. N. Çавна та ĕнтĕ айăпа хуратна? || Давать (имя). Яжутк. Пирĕн ялта пĕтĕмпех (все) Шăнкрин ятлă, ахаль пуп çавнашкал хунă. || Девать. Хĕн-хур. Ачасене ăçта хурас! Вĕсене те пăрахас-и-мĕн? Толст. Çиллĕме ăçта хурам-ши? Юрк. Ай-хай, арăмçăм, сарă арăм, çта хурĕç-ши манăн чунăма? Чем люди живы. Кала эсĕ, укçăна ăçта хутăн? тет Матрӳне. Альш. Килĕнче хăйĕн пурлăхне ниçта хура пĕлмен. Ib. Сирĕн пек лайăх çынсем умĕнче ырă сăмахăма ăçта хурам-ши? Ал. цв. Каялла çаврăнса пăхать те, ниçта алă хума та вырăн çук. || Наливать. N. Сăра хур, наливать. || Пить. КС. Сăра ĕçтернĕ чухне: хур, хур, тесе сĕнеççĕ. || Оценивать. N. Хамăрне 50 тенке хутăмăр. Орау. Сурăха пĕр тенкĕ хучĕç. Оценили овцу в рубль. || N. Эсир канаш тăватăр пулсан, эпир ăна пĕтерĕпĕр; эсир пĕр-пĕр сăмах хурсан, вăл сирĕн пулмасăр юлĕ. N. Хампала иксĕмĕр хушăмăра эпĕ сăмах хуратăп. || Быть принятым. П.-Пинер. Пасара кайсан çын вали кулаç илме хуман. N. Уяра хирĕç юпăнчă илме хунă. N. Ывăла шаннă — хуран çеккĕлинчен тытма хунă тет, хĕре шаннă — алăк хăлăпĕнчен тытма хунă тет. || Потратить. Календ. 1907. Çĕре тухăçлăрах тăвас тесен, ăна ĕçлеме вай нумайтарах хурас пулат. || Пожертвовать. N. Вĕсем халăха ирĕке кăларасшăн хăйсен пуçĕсене хучĕç. || Развести (огонь). НР. † Уй варрине вут хуртăм. Среди поля я огонь развела. А.-п. й. 21. Такасем, пĕр-пĕринпе тĕкĕшессине шанса, шăнасран çапă пуçтарса вут хунă. || В чувашизмах. ЧС. Вăл (лошадь) е хирте е картăшĕнче ирĕк çӳренĕ чухне, ун патне тытас тесе ют çын ан пыра хур (и не думай подходить), хăна пĕр систермесĕр шартлаттарса тапса яратчĕ. N. Эпир çав ӳсĕр пекех пулас мар, хамăр ăса çухатсах хурас мар. Халапсем 27. Тархасшăн ан кая хур (не уходи), эсĕ пире тĕрмере çĕртсе пĕтеретĕн. Юрк. Ан кая хур. Не вздумай пойти! Чем люди живы. Çимун Михала ĕçне пырса пăхнă та, шартах сикнĕ: Михала улпут таварĕнчен вилнĕ çын пушмакки çĕленĕ хунă. Конст. чав. Инке каллех: ан ухмахланса çӳре хур эсĕ, ачам, апла, терĕ. См. Магн. М. 263. || В качестве вспомогательного глагола. Оп. ис. ч. II. Виçтерсе хур, эп пырăп. Вели взвесить, я приду (и возьму). Ib. Вăл çаран çине кĕре ан хур — пĕтрĕн вара. Не вздумай пойти на эти луга — погибнешь. ГФФ. † Мана савнă сар ача шотласа хонă ылтăн пек. Мой размиленький красавчик — ровно считанное золото. Оп. ис. ч. II. Лашине витине хупса хурат. Ставит дошадь в конюшню. Ib. Çил тухиччен акса хурас. Надо (заранее) отсеяться, пока нет ветра. Ib. Тĕтĕрсе пĕтерсен, шăналăка карчĕ те хучĕ. Окурив, она задернула полог. А.-п. й. 53. Кашкăр йăпăр-япăр тĕпсакайне анса кайрĕ. Йытти сакай алăкне шăнкăрт хупса хучĕ те, пас кăларса вĕрме тытăнчĕ. Когда волк забрался туда, собака захлопнула крышку, а потом принялась лаять. Ib. 90. Мĕн пур йăвăç купинче мачча кашти курăнмасть. Тупса хурсан кашталăх, тытăнăп тин ĕçлеме. Ib. 91. Çав вăхăтра Сахарĕ çыхать хурать улпута. Ib. 82. Хайхисем килĕшрĕç те, сумккăпа кив капансене улăштарса та хучĕç. Альш. Унтан (она) кукша качакине илет те, хăй качакине çыхса хурат, тет. N. Çапла вара илемлĕ чĕлхене пăсса хураççĕ. Чăв. й. пур. 33°. Ивана хăне ĕçтерсе ӳсĕртнĕ те, пылне вăрттăн илсе хурса сута-сута янă. N. Ухмах çынна ан хирĕçтере хур, вăл тем те туса хума пултарать. Янш.-Норв. Çапла вĕсем вара çураçса хураççĕ те, туй тума япаласем хатĕрлесе хураççĕ. Регули 958. Ĕнер туса хорас мĕн сирĕн. N. Сухи пуçпе сӳрине сухаласа пĕтернĕ ана çинчен тепĕр ана çине кайса хучĕ. Халапсем 15. Хай упанăн икĕ хăлхинчен ярса тытса часах урапине кӳлсе те хурать. N. Агаша йĕре-йĕре Корней пичĕ çине таса тумтир витсе хунă. N. Палач вĕрене хăвăрт туртса илнĕ те юпа çумне çыхса хунă. N. Çитсен (по прибытии) мĕн тăвассине вăл малтанах вĕрентсе хунă. Истор. Ывăлĕсене вăл хăй сывă чухнех пĕрер хула парса хунă. Шăна чир. сар. 19. Шăнасене пистерттерет, нумайĕшĕ тата вырăнтах шăнасене вĕлерсе хурать. N. Пĕр кулак çапла каларĕ, тет: „Пире пĕтĕмпех пĕтерсе хурасшăн“, терĕ, тет. N. Ӳсечен (?) çăнăх исе хурайтăн-а? N. Авал пĕр пысăк пуçлăхран ыйтнă, тет: „ Эсĕ тĕрмене лартакан çынсем хушшинче пит лайăх çынсем те пур-тăр-çке? — тесе. Пуçлăх пăртак шухăшларĕ, тет те, каласа хучĕ, тет. N. Тепĕр çын тата. „Чăн пирĕн çарансем питĕ начар, анчах вăл выльăх çӳренĕрен мар, çулсем çапла килчĕç“, тесе хучĕ. N. „Çапла вăл, Микулай, çапла; Ваçлей пурне те пĕлет вăл“, тесе хучĕ Ерхип. Кн. для чт. 65. Хăйне ниçта кайса хума пĕлмен. N. Каç пулсан пулла кайăпăр тесе ăман чакалтаса хутăмăр. Имен. Ашшĕ ăна хирĕç илме тохать. Алăк оçса хочĕ. Хора-Çирма. Эсир уншăн ятласах хумăр, тесе шутларăм. Думаю (думал), что вы меня не будете за это слишком бранить. (Из письма). Орау. Йăтăнса анса пусса хурĕ (придавит). N. Алтса хур (вырыть). ЧС. Çапла тетен (у брата) сулахай алли типе пуçласан хай этем: „Акă ку керемет çеремĕ хай Михелене мĕн туса хунă, тетчĕ (т. е. что сделал ему киреметь за распахивание киреметевой земли). N. Иле хăйне ырăлăх тунăшăн Якку çапла туса хунă. КВИ. Пиччĕш хăйĕн шăлнĕне чиксе хучĕ укçашăн. N. Хула хапхине хупса хунă. N. Вĕсене епле пĕтерсе хунине (как истребили) илтсеттĕмĕр эпир. N. Чӳрече çумне хĕрлĕ вĕрен çыхса хур.

хурлăх

хорлăх, горе, печаль. ГФФ. † Саркаланма сар кĕрĕк, поçтарса çыхма симĕс пиççи; ят çĕклеме яштак пӳ, хорлăх корма çамрăк поç. (Авалхи юрă). Шуба желтой дубки на то, чтобы разгуливать вольготно, зеленый кушак на то, чтобы опрятно им подпоясаться. Моему стройному стану достались людские покоры, моей молодой голове — печаль и горе. (Из старой песни). Сам. 18. Ак халь урăх: иртрĕ хурлăх. ЧП. Ан хур, тăванçăм, пуçна хурлăха. || Обида, поношение, хула. N. Çын мăшкăлĕ, халăх хурлăхĕ пултăм. || Беда, несчастье, бедствие. N. Сунар. Ак тамаша, эпĕ сана çав тĕрлĕ пысăк хурлăхран (от беды) хăтартăм та, эсĕ мана çиесшĕн тата, тенĕ. Ib. Вăл ача пит ăслă пулнă, пĕчĕклех хурлăхне пĕтерме шухăшланă. Тяптяево. Курпун (конек - горбунок) каланă, тет: „Ан ил ăна (его, т. е. перо), илсен уншăн пит нумай хурлăх курăн“, тенĕ, тет. Баран. 15. Хурлăх кунсем килсе çитсен кама ӳксе пуççапрăн? Вир-ял. Ай аттеçĕм-аннеçĕм, мĕн хурлăхшĕн çуратнă-ши. Никит. † Алкум вĕçĕнче сăрлă юпа, мĕн хурлăхшĕн сăрланнă-ши. Ай аттесем-аннесем, мĕн хурлăхшĕн çуратнă-ши. (Солд. п.). Кан. Ачам-пăчамсемпе хурлăха ан хăвар. N. Хурлăх ятне çуралнă ывăлăр. Юрк. Çын хурлăхне тух (попасть в чужое бедственное положение. КС.). N. Тепĕр çул вăрçсан, питĕ хурлăх пулатĕ. || Гнет, страдание. ÇМ. Çут тĕнчере йăвăр хурлăх кам ытларах тӳснĕ? Ib. Ачаранпах хурлăх чулĕ мăйĕ çине çакнă. N. Кив мăшкăлран, хурлăхран ирĕклĕхе тухрăмăр. Я. У. Вăл çамрăк ĕмĕр пачĕ мана та халăха, çĕре çапçа антарчĕ, пытарчĕ хурлăха. || Мученье. Панклеи. Ĕлĕкреннех есрелĕ килменнипе хорлăх корса порнатпăр эпĕр, теççĕ. || Болезнь. Панклеи. Патша хĕр çичĕ çол хорлăх корса порнать, тем чол ăста чĕртме хăтланса, тем чол амал пĕтереççĕ те, çавах ним осă та полимасть. || Несчастный. С. Дув. † Хурлăханран хура çырла çок, пирĕн пек хурлăхлă çын та çук. || Трудно. КС. Вăл пӳлĕмре пит çырма хурлăх. Ib. Ĕçлеме хурлăх пулнă. N. Кунтан ĕçĕрнесси питĕ хурлăх. Хир-б. Çамрăкла тăна кĕмесен, ватăлçан тăна кĕме питĕ хурлăх. || Тяжело. Бес. чув. Ăна ку япала ытла йывăр пулнă. Ытла шел! Ытла та хурлăх, тенĕ Микулай хăй ăшĕнче.

хуралтă

хоралтă (хуралды̆, хоралды̆), постройка, строение, надворные постройки, здание. О сохр. здор. 103. Çынсен пĕр пӳрт анчах пулмасть, вĕсем тата пӳрчĕ çумне урăх хуралтă та (çуртсем) лартаççĕ. N. Виçĕ çулта виççĕ çĕре анман, шав хуралтă тăрринче шулап тăрăх çунатланса вĕçсе çӳренĕ. N. Хуралта кĕскетсен, пурăнăç каялла каять, теççĕ. В. Тим. † Иртсе пыраттăм хуралтă ай хĕррипе. Изамб. Т. Хуралтă тавраш епле тата? А каковы у вас постройки? Ib. Вĕсем хуралтине аван тăваççĕ. Толст. 144. Пĕрре вăл тăмран сăмсалă, алăлă, уралă пукане тунă та, тутар кĕпи тăхăнтарса хуралтă тăррине улăхтарса лартнă. Баран. 119. Вăрман пире пӳртлĕх, хуралтăлăх йывăç устерсе парать. СПВВ. ПВ. Хуралтă = хуралăт. || Несильная брань. Хорачка. Хоралтă потасси! Б. Олг. Хоралтă потасси, пăçланман, вилмен. Поти-ка мана паян картларĕ, чарчĕ, тет. Ib. Хоралтă потман! Слеп. Хоралту çитмен, çохалман, пĕтмен! (брань). Ib. Хоралтă çитмен! Сĕт-к. Хоралти потманскер! (ругань). || Хорачка. Воç хоралти анчах корăнса йолчă, коçран çĕтрĕ (чуть только видно, напр., о человеке).

хурт çури

хорт çури, пчелиный рой. Кр.-Чет. Изамб. Т. Хĕртсе хĕвел пăхать-çке, хурт çурине уйăрать. Торх. Хурт çури урăх йыш çине те каять (о налете). N. Кĕркуннехи çуçенĕн кăчăки хурт çурисем пулса вĕçмĕ-ши.

хутăш

вместе, смешанно. совместно; часто. Орау. Çил утилле арçын ачасемпе хĕрачасем хутăшах выляççĕ. Ib. Мăйăрпа хутăш килнĕскер тем çырли ку, те урăх тĕрлĕ мăйăр. N. Хăярпа çарăк хутăш çиять. Букв. 1908. Шăшисемпе хутăш ман чăхă чĕпписене те çие-çие ятăн эсĕ (сьел). N. Йăранпа йăран хутăш пĕр хăлаç пулса пычĕ, хăвасене икшер аршăнтан пăрахса пытăмăр. || Остатки. Ачач 16. Пĕр эрне хушши пĕрмай юнлă хутăш юхтарса пурăнчĕ вăл.

хушкала

учащ. ф. от гл. хуш. N. Çурта пăссан та, хушкаласа тӳрлетсе урăх çĕре лартатăп.

хушă

промежуток, расстояние. Юрк. † Улăх хушши ултă çухрăм, çĕлĕк ӳксе юлайрĕ. Бес. чув. З. Ял варринче икĕ мечет ларса тăнă, хушшисем инçех те мар. N. Кашни йывăçа хушшине пĕрер хăлаç хăварса лартрăм. Ала 54. Çул çинче ял хушшисем инçе, е вунă çухрăм, е вунпилĕк çухрăм. ЧП. Пирĕн хушшăмăрсем пит инçе. N. Хушша пĕрер хунар хăварса... Тим. † Çĕр чăтайми пӳрт ларттартăм, хушшинчен кĕрилтса кастартăм. Регули 102. Воннă çохрăм хошшинче (тăххăр çохрăм иртсен воннă çохрăм шăнче) номай йăвăç касса пĕтернĕ. || Разница. Нюш-к. Пирĕн иксĕмĕрĕн хушшăмăрта асли-кĕçĕнни виç çул та çук пуль. || Альш. Кӳршĕ-аршă хушшинчен кӳл пек сăра турăмăр. || N. Пирĕн хурăнташ, е тăван пиртен инçе пурăнсан, эпир пĕр-пĕринпе хушшăмăра çыру çыратпăр. ЧП. Пирĕн хушма (= хушăмăра) кĕрен тăшмансем. N. Хампа сирĕн хушшăмăра, сирĕнпе хам хушша. || В расчете. В. Олг. Иккĕн хошă татăлса. Ib. Хошă-хопă татăлса. || То место, где соединены два предмета вместе. СТИК. Сĕтел çинче икĕ хăма хушши расах йĕр выртать. Изамб. Т. Китăн шăлĕсем шултăра, усен пĕр-пĕрин хушши пур. Яргуньк. Çав пушмак хушшинчи кĕрпе пăрчи тухса выртса мăн хурчка пулса алтана тапса вĕлерчĕ, тет. || А.-п. й. 56. Йăви пĕр юплĕ йăвăç урлă вăшт сиксе каçса кайрĕ. Кашкăрĕ, пысăк пирки, йăвăç хушшинех хĕсĕнсе юлчĕ. Актай. Кайăк пĕр юман хушшипе йăлт! сиксе каçса кайрĕ тет. || Ыраш 4. Утса пыратăп çак хушăпа хайхи кĕççе пек çемçе çерем тăрăх. Сылтăм йĕнче хайхи пĕве çитнĕ ыраш. Сулахай енче симĕсрех сĕлĕ. || Сам. 67. Лаши чупрĕ юртăпа малти хушшалла. || Промежуток времени. ЧП. Эрне те хушши çичĕ кун. Баран. 140. Хĕллехи сивĕ иртсе сасартăках çула пулса тăмасть: ик хушăра çуркунне пулать. Юрк. Çак эрненĕн хушши çичĕ кун. СЧЧ. Çуркунне мункун хушшинче вилчĕ (на пасхальной неделе). Лашм. Пĕрне-пĕри, тантăш, хытă ан кала, уйрăлас хушшăмăрсам инçе мар. Г. А. Отрыв. † Калаçас хушăсем, ай, сайралчĕç, уйăрлас хушăсем çывхарчĕç. Регули 59. Çӳремелли хошăра коленех çӳресе. А.-п. и. З6. Çав хушăра тилĕ вăшт! тухса сирпĕнчĕ шăтăкран. Ib. 36. Çав вăхăтра эпĕ тухса тарăп та, вĕсем сана пăрахса ман хыççăн чупĕç. Вăл хушăра эс те вĕçсе кайăн,— тет. Ib. 39. Кайăк хыççăн чупса хăшкăлнă хушăра Çахарăв пичкери кăвасĕ веçех юхса тухрĕ. О сохр. здор. Çавăн пек тислĕке нумай хушă тăкмасăр тăрса килте çĕртни хамăр сывлăхах пит усал. Актай. Пĕрре куккăшĕсем пурте пускиле тухса кайрĕç, тет. Çав хушăра (в это время) çавсам петне виç вăрă пычĕç, тет. N. Çав хушăрах, в то же самое время. Шурăм-п. 20. Хушăран-хушăран (время от времени) пуплекелеççĕ (перекидываются отдельными замечаниями). N. Вăл çук çынсене хушăран хушă (по временам) укçса та валеçнĕ. N. Пирĕн кунта пĕр хушăра вăрçă чарнать, тесе пуплерĕç. Регули 123. Апат çияс хошăра онта кайса килет. Ib. 1190. Апат çинă хошăра каларĕ. Ib. 181. Эпир апат çинă хошăра вăлсам ут кӳлчĕç. Ib. 124. Апат çияс хошăран туса илет. N. Эс вăлсампа халапланса тăнă хошăра эп чай ĕçсе тохрăм. О сохр. здор. Ĕçленĕ е çӳренĕ хушшинче тарланă пулсан, çири тумтире хывса пĕр кĕпе вĕççĕн анчах тăма хăрушă вара. Дик. Леб 46. Тата тен санăн хăш чухне пур енчен те чаплă пурăннă хушăранах ĕлĕкхи хăвăн пурăнăçна та астуса илессӳ килĕ. Панклеи. Старик кайăксам ларнă хошăра (пока) холян веçернчĕ те (высвободился), анчĕ йоман котне (слез с дуба). Регули 180. Çомăр çунă хошăра эпĕр йывăç айĕнче тăтăмăр. N. Эпĕр вăрмана кайнă хошăра эсĕ тохса карăн. N. Килтех пурăнатчĕ пулас пĕр хушă, некоторое время, кажется, дома же жил. || Период. Сл. Кузьм. 76. Анчах вăл та пĕр хушă тем чирлĕ çын пек çӳрет. N. Пĕр хушă иртсессĕн. N. Пĕр хушши. Кан. Кăшт вĕреннĕ хушăрах лайăх çырма вĕренчĕç. Чт. по пчел. № 17. Çу каçа вĕрентнĕ хушăран тата пĕрер уйăх вĕрентет. Орау. Иртнĕ çура ĕç çинерех (около страды) пĕр хушă çăмăр пит хытă çурĕ. || В течение. N. Виç сехет хушши кĕнеке вулас пулать. N. Темиçе кун хушши. Кан. 1919. Акă ĕнтĕ хура халăх хăй пурăнăçне юсама тытăнни икĕ çул çитрĕ, икĕ çул хушши хура халăха хăй пурăнăçне юсама пуршуаçи картласа тăчĕ. N. Çын тавлăк хушшинче пĕтĕмпех сывалса çитнĕ. М. Сунчел. Çав çыннăн пĕр эрне хушшинче икĕ ывăлĕ вилчĕ. N. Кĕсре хăмласанах ăна пĕр эрне хушши ĕçлеттерме юрамасть. И. Тукт. Ун пуçĕнче хăйĕн кĕске хĕр ĕмĕрĕ хушшинче пулса иртнĕ ĕçсем пĕтĕмпех вĕçленсе çитрĕç, тусанлă çул кăна çаплах вĕçленмест. Капк. Нумай çул хушши Сахрун хуçа патĕнче тарçăра муталанса пурăннă. N. Çулталăк хушшинче вăл çĕр тавра вуникĕ хут çаврăнать. О сохр. здор. Çапла (таким образом) пӳрте пĕр виç кун хушши уçă тăратас пулать. N. Çулталăк хушши ĕçлесе пурăнсан, эпĕ тата урăх чирпе чирлерĕм. Янорс. Çав çуртсене пĕр вунпилĕк минут хушшинче вут çавăрса илчĕ. Кан. Ултă уйăх хушши чирлисем пурĕ 6589 кун выртнă. || Между, меж, иногда переводится как предлог в, а также к. НР. † Икĕ юман хушшинче. Между двумя дубами. ГФФ. † Çич çул юппи хушшинче çич çул выртнă юр куртăм. Между (этих) семи дорог я увидел снег, лежавший семь годов. ГФФ. † Шăл хошшинчех осраттăмччĕ. Берег я ее (песню), хранил меж зубов. ГФФ. † Шăнкăр-шăнкăр шыв йохать хомăшпа хăях хошшипе. Вода бежит и журчит меж осоки и камыша. НР. † Ыраш хăмăч, хушшинче... В ржаном жнивье... ГФФ. † Пирĕн ĕмĕр иртсе кать шохăшпа хойăх хошшипе. (Ĕлĕкхи юрă). Весь век наш проходит в думах и заботах. (Из старинной песни). А.-п. й. 39. Пытанса вырт тĕм хушшине,— тет улатакка. Ib. 62. Эй, паттăр юман, хăвăн ăшă туратусем хушшине çуркуннеччен куртсем,— тет. Юрк. Йăмра хушшине юр лартсан, çула пыл пулат. Янш.-Норв. Йăвăç юппи хушшине юр ларнă. В. Олг. Лаç хошшинче, между лачугою и амбаром. А.-п. й. 16. Ак пырать хайхискер лăпсăркка юмансем хушшипе. И. Тукт. † Хура шăрçа хушшине те йĕпкĕн мерчен ан тирĕр. Альш. Етремен хушшинче çуркунне пĕтĕмпе шыв юхать. Ачач 109. Чупсан-чупсан, пĕчĕк вар хушшинче тата тепĕр икĕ ачана хăваласа çитнĕ. Ib. 36. Ирхине вĕсене, е уроксем хушшинче тултан класалла аран-аран кĕртетĕр. Чт. по пчел. № 17. Вăйпа ĕçленĕ хушăран пуçпа та ĕçлесен... Регули 1152. Çынсам хошшипе чопса кайрĕ. Ib. 1153. Ик йăвăç хошшине çакрăм. Ib. 1469. Ир те каç анчах çырать; аттипеле ман хошăра ларчĕ. Ib. 1046. Иксĕмĕр хошăра ойрăпăр. Юрк. Хамăр хушшăмăрта калаçса ĕçе пĕтерме пулат (сладиться). Сред. Юм. Тем сăмах хошшине тăрса йолчĕ. (Каламалла сăмаха сăмахланă чохне калама астумасан çапла калаççĕ). Б. Илгыши. Мучи, мучи, мулаххай, мĕн мулаххай сулахай, пришёл патне вир патне, çерки патне сӳс патне, ула качака хушшипа, кама юратан, Микула? Регули 1154. Вотă хошшинче топрĕ. Ib. 1096. Сăхман хошшинчен (хутĕнчен) топрăм. N. Чакак, чакак, чакаклать çичĕ хула хушшинче. Ачач 19. Шахрасатă, пин те пĕр каç хушшинче тĕрлĕ илемлĕ юмахсем каласа, усал патша кăмăлне çавăрнă пулать. Регули 1191. Апат çинă хошша çитрĕм. || Регули 1372. Пирĕн хошшарах хор. || В середине. N. Çавăнтан кайран анаталла аннă чух питĕ хăраттăм: е ачисенчен малтан анаттăм, е хушшинче анаттăм, || Среди. N. Çав хушăра хăшĕ çыру пĕлсе, çав хушăрах тата çыру пĕлменнисем те пур. НР. † Ул-тантăшсем хушшинче... Среди парней-сверстников. || Промеж. Образцы. † Ылттăн кăвакал çуначĕ хушшинчен кăвак пĕлĕт курăнать. || По. А.-п. й. 15. Ак пырать хайхискер чăтлăх вăрман хушшипе. || За. N. Сахар сĕтел хушшинче çаплах юрă юрласа ларать. Захар, сидя за столом, распевает песни. Юрк. Пурте кĕрсе, тĕпелелде иртсе, сĕтел хушшинелле кĕрсе ларăр (гостям). В. Олг. Кăмака хошшинче, за печкою. || Иногда не переводится. НР. † Орам хушши такăр мар. Улица не гладкая. ГФФ. † Орам хушшинчи йомрийĕ, кайăксем тăрса кайсассăн, йомри йолать хомханса. Когда с ветлы, растущей на улице, улетят птички, тогда она так и заколышется. Альш. Шари-шари кăшкăраççĕ, урам хушшине ян çураççĕ. Собр. Çĕнĕ ял урам хушшине кĕленче сарса тухнă-ĕçке.

хăйне хăй

сам себя (ов). Орау. Хăй йĕркесĕрлĕхĕпе вăл хăйне хăй шыраса çӳрет (сам себе ищет вреда). Ала 91°. Çавă катка ăшне кĕрсе ларнă, урисене сăкман аркипе часрах чĕркесе ăшăтнă та, хăйне хăй васкаса шывĕсене çĕклесе килне тавăрăннă. N. Хăйне хăй ӳссе пулнă сӳс пек япала. ТХКА 47. „Пирĕн кĕсре кашни çул хăмласа, хăйне хăй асапланать, начарланать, ĕç патĕнче ывăнать ку“,— тесе калатчĕ пирĕн атте. А.-п. й. 49. Вăл аран-аран юман юппинчен хăтăлса тухрĕ тет те,— урăх нихăçан та тилĕпе çыхланмастăп тесе, хăйне хăй сăмах пачĕ, тет. Он кое-как вырвался из западни и дал себе слово больше не связываться с лисой. Г. А. Отрыв. Урмайри ытла начарах пулман пулмалла, хăйне хăй пурăннă пулмалла. Кама 23. Эс пулмасăр, кам пултăр! Хăйне хăй шартлатса çурăлса кайман вĕт! Кĕççе пит. Çĕмĕрнĕ те каламасть те. || Сам про себя. Кан. Хăйне хăй мăкăртатса пӳртнелле кĕрсе карĕ. || Сам по себе, автоматически. Пир. ял. Хăйне хăй (е: хăй тĕллĕн) ĕçлекен фоттомашшин.

хăял

то же, что хăяв. СПВВ. ЕС. Хăял туртат теççĕ. Кам та пулин, хăйне чĕнмесĕрех, урăх çынна каласан, сăмаха хăй çине илсе, çынна ӳпкелесе калаçат, е çиленсех каят, çавăн пек çын çинчен вара: хаял туртат, теççĕ. Сред. Юм. Тôр хăял тортрĕ поль. Вероятно, меня бог наказал. Çĕнтерчĕ 27. Совет влаçĕ чухăнсене хăяла (пăрахăçа) хумасть.

хăвар

(хы̆вар), оставлять, оставить. А.-п. й. 4. Пĕрне тăварса, пĕрне кăна хăвартăмăр — туртать. Ib. 112. Тирне хăвараççĕ те, улăм тултарса каллех кӳлсе тăратаççĕ. N. Ялта çĕнĕрен прикăвăр туса каллех ял çине хăварчĕç. А.-п. й. 105. Сутьесем чухăн каланине чăн тенĕ, ĕнене чухăна хăвармалла сут тунă. Судьи признали ответы бедняка правильными и за ним оставили корову. Ib. 91. Улпут хăйĕн тарçине лаши патне хăварчĕ. N. Атте-аннене йăвăра хăвартăм (оставил в тяжелом подожении). КВИ. Мĕн хăварнă вăл хăй килĕнче? Что кинул он в краю родном? Хора-к. Çӳçăма-пуçăма салатрĕ, çийĕма-пуçăма хăвармарĕ. Ала 86°. Пуçларĕç лешсем чупма, чана карчăка таçта çитиччен хăварчĕ (обогнала). N. Ваçак ним тума та аптăранă, кайман юмăç хăварман, пĕри те тĕлне тупса параканни пулман. БАБ. Çавăнпа ăна пирĕн ялсем пĕр чӳк таврашĕнчен те хăвармаççĕ (т. е. зовут всегда). N. Саранча шăрчăк хăш-хăш çул тырра пĕр хăвармиччен çисе ярать. N. Арăслана ку малтан хăварса хăварсах пынă. Сред. Юм. Тыр тĕл-тĕл ешлĕ пôлсан, хăварса пырса выраççĕ. Изамб. Т. Пӳрт чуречисене хăвармарĕ (пăр). Альш. Вĕр-çĕнĕрен кĕрĕк çĕлетрĕм: унăнах та хăнтăрне шыра-шыра кĕмен аслă лавккана хăвармарăм. А.-п. й. 42. Хапхине хупмасăрах хăварчĕ хăй. N. Унăн пĕр сăмахне те итлемесĕр хăвармастăмăр. || Прекращать. Бес. чув. Салтакра пурăннă чух вăл вулассине пĕрте хăварман. || Бес. чув. Ун умĕнче унăн ытларах та хăйне хăй аяла хăварасси килмен. || N. Вĕрентес тĕлĕшрен хĕрачасене те арçынсенчен ан хăварăр. || Обойти. Изванк. Çăмăр урăх çĕре çуса пирĕн çие çумасăр ан хăвартăр. (Моленье). Капк. Икровсем шĕвĕртсе хăварма та пултарĕç. Пазух. 56 † Пĕр-ик çавра юрă ай юрласшăн хăвармарăм сирĕн кăмăлăра. || Отложить. Бес. чув. 15. Аслă шăматкуна хăварчĕ. N. Вăл ĕçе вăрăма хăвармĕç. N. Тепĕр куна хăвармăп та-ха. || Освобождать. N. Шкула илсе каясран ачине е укçа парса, е пыл-мĕн, е тата урăх япала парса хăварнă. || В качестве вспомогательного глагола. Оп. ис. ч. 11. Ыран мана хăшăр та пулин вĕсем патне леçсе хăвараймăр-ши? тетĕп. „Не отведете ли завтра который-нибудь из вас меня к ним?“ — спрашиваю я. Ib. Тата мĕн те пулин ĕçлесе хăвармалли пур-и? Есть еще какая-нибудь работа, которую я могла бы сделать ао ухода? Ib. Авланса хăвар. Перед уходом женись. Ib. Ямшăк ачасене тӳрех пуштă хапхи патне антарса хăварчĕ. Ямщик ссадил детей у самых ворот почты. Ib. Йытă çулла калать, тет: ай, хĕлле пăртан пурт туса хăварас-мĕн! — тесе калать, тет; хĕлле калать, тет: ма шăмăран çулла пӳрт туса хăвармарăм! — тесе ӳкĕнет, тет. Собака раскаивается летом в том, что не построила зимою дома изо льда, а зимою - в том, что не выстроила летом дома из костей. А.-п. й. 113. Урапине çапах пăрахса хăвармасть. Ib. 35. Пăхăр-ха, тилĕ тăрнава вĕлерсе хăварнă,— тесе, тăрнана çавăра-çавăра пăхаççĕ. Ib. 77. Унтан арча çине тăприне тапта-тапта варса хучĕ те, паллă ан пултăр тесе, çулçăсем витсе хăварчĕ. Затем накидал земли и плотно утрамбовал. А чтобы не оставалось никаких следов, наложил сверху листьев. Собр. † Ямшăк çуни çунатлă, ларса тухам терĕм те, çунаттипе çапса хăварчĕ, мĕн тăвас. Иваново. Çав куннех ăна ашшĕ чăпăрккапа çаптарса хăварнă, тет. Н. Шинкусы. Чикан вара сирĕншĕн пĕрех хут пăхса тасатса хăварам (пăсташа) эппин тесе салтăнса ларчĕ. Сюгал-Яуш. Кукки каларĕ: айта хам каçарса хăварам, терĕ. N. Вара мана ӳкерсе хăварчĕ те, валалла чупса кайрĕ. Юрк. Ху виличчен ывăлна авлантарса хăвар, теççĕ. Орау. Кам шуйттанĕ пăсса хăварнă-ши хушша? N. Эпĕ вакун çинчен ӳкерсе хăвартăм картуса: çил вĕçтерсе хăварчĕ. N. Тырă мĕнле акса хăвартăр? Кан. Иккĕшне те туяпа хĕнесе хăварнă. N. Эпĕ шăтăксене аслатса хăвартăм. N. Пумилкке тунă чухне вара вăл чĕреспе чашка хире çемĕрсе хăвараççĕ. КВИ. Эп те вара хурланса, икĕ чуна асăнса, урхамаха вырттартăм, чӳклерĕм те хăвартăм.

хăваттер

квартира. N. Вĕсем урăх хăваттере куçаççĕ-и тен? Может быть, они переходят на новую квартиру? Шел. II. 67. Хăваттер ыйтма тесе пырсан. Когда мы пришли проситься на ночлег.

хăмаç çип

фабричные нитки. Сунт. Шурă хăмаç çип арлакан хапрăкра пурăнатпăр. Сред. Юм. Пасар çиппине хăмаç çиппи теççĕ. Хĕрлине — хĕрлĕ хăмаç çип, кăваккине — кăвак хăмаç çип, шôррине — шôр хăмаç çип теççĕ. Юрк. Хăмаç çип илме укçа кирлĕччĕ теççĕ, ыттах урăх тĕрлĕ сăлттав тупаймасан. Янш.-Норв. Ялан хăмаç çиппе тĕртнĕ кĕпепе çӳрет. К.-Кушки. Шур хăмаç çип сурпанĕ пуçăм тавра çаврăнчĕ.

хăтана яр

сватать. N. Халь урăх хăтана яракан çук. N. Амăшне патша хĕрĕ патне хăтана ярать, тет.

курт

гурт. Ст. Шаймурз. Виçĕ яташлă чул çурт тутартăм, курт пусса тăтăм. Микушк. Темиçе курт: сурăх курчĕ те; урăх выльăх-чĕрлĕх те кĕтĕвĕ-кĕтĕвĕпех. Paas. ТТ. Курт — стадо рогатого скота.

куçар

(куз'ар), коçар, передвинуть, переместить, переселить. Юрк. Мана Ардатовский уяса (= Артатту уясне) урăх вырăна куçарчĕç. В. С. Разум. Ăна кунтан куçарасшăнни çинчен каласа пачĕ. Орау. Сĕтеле пĕрене çумĕнчен куçарарах лартрăмăр (отставили от стены). Сред. Юм. Куçарса килчĕç. («Так говорят, если кто чего-нибудь много привез»). Ст. Шаймурз. Чăваш шкульне кĕнеке куçарма кайнă. Юрк. Пĕр кĕнекене вырăслинчен (с русского оригинала), чăвашла куçартăмăр. || Покупать. Изамб. Т. Ярмăнккаран мĕн куçартăр? (купили). || Обрушивать.

куçарса ларт

переселить, пересадить. Бюрганский. Пире кӳршĕсем: эсир анчах пĕтĕм касса пăсса пурăнатăр, сире пĕр-пĕр урăх çĕре куçарса лартас! теççĕ. || Пересадить на другое место (человека, дерево, цветок).

кăвак хунчав

назв. раст. Рак. Кăвак хунчав. Шатрана хунчав теççĕ. Хăй йĕркине мар, ахаль урăх шатра, çынна аптăратаканни пулать. Çав шатра кăвак тĕплĕ пулсан, çак курăкпа кашкăр пуçне пĕрлĕ вĕретсе çутăличчен шыва кĕреççĕ. (По определению Келлера,: эта та же трава, что № 13 (тутлă ерĕм, geranium., герань).

кăмăл

(кŏмŏл, кы̆мы̆л), сердце (в переносном смысле), средоточие человеческих чувствований. N. Уçă кăмăлпа савăнса пурăннă. БАБ. Аттен кăмăлĕ вара çав сăмахсемпе çаврăнчĕ те, кĕпене тăхăнса ячĕ (т. е. он поддался убеждениям). N. † Чĕнтĕрлĕ кĕпер — юман кашта, унăн айĕсенче кăвакал; кăвакал та лартăр, хур та лартăр, ан юлтăр-и кĕперĕн кăмăлĕ! ЧП. Сарă кăтра çӳçĕме ӳстертĕм лавккари йăс (= йĕс) тура кăмăльшăн. Ал. цв. 1. Кăмăлăр мĕнле кученеçе савать, эпĕ сирĕн валли çав кучченеçе илсе килĕп. ЧП. Çамрăках та кăмăлпа кулса яр, манăнах та кăмăлма уçса яр. N. Вĕсем ачи-пăчине: эсир чӳкленĕ вăхăтра пĕр-пĕринпе ан вăрçăр, епле те пулса çемçе кăмăлпа çӳресе ирттерĕр, тесе, вĕренте хураççĕ. N. Ăшĕсенче усăл кăмăл тытакан тĕрĕс мар çынсем. N. † Сан кăмăлă епле-тĕр, ман кăмăлăм сана туртатĕ-çке. N. Кăмăла çын çумне çыпăçтар (влюбиться). Образцы 102. Савап, тесе, мĕшĕн улталан, кăмăлăнта пулмасан? N. Çакă çамăрк хуçа арăмне пурте пит кăмăлтан (искренно) савса юратнă. N. † Çак ыр хоçа кăмăлне йори килтĕм йорама. Сĕт-к. † Эпĕр çиччĕн пĕр тăван, çич çил армань лартрăмăр; çич çил армань хошшине йĕсрен кĕпер хурăмăр (= хыврăмăр); йĕс кĕперĕн варрине кĕмĕл йопа лартрăмăр, кĕмĕл йопа кăмăльне çичĕ пăчăр пырса лар(ч); çичĕ пăчăр пыршинчен чĕн тилкепе хотăмăр. Чĕн тилкепе шартлатать, хора лаши хортлатать. Кайăр контан, хора, хĕрсем, килĕр конта, сар хĕрсем! ай, мочай, хватьяр яр, хватьяр яр та, хĕрне пар. Якейк. Кăмăлна йăвăр илнĕ полсан та, паянхи кон çавăр! Хотя ты и сердита, но забудь это на сегодняшний день! N. Вăл чашка ак епле кăмăлĕсемпе тăваççĕ. ТХКА 58. Çапах кăмăл выçă вара ман. Пурне те ярса илесшĕн эпĕ. || Желание, сердечное предрасположение. РЖСК 2. Ватă (старик) вĕсенĕн кăмăлне тунă (исполнил). Кĕвĕсем. Хăта ярса хăтапа килмесен, вăрласа илес кăмăлăм пур. Собр. Çула çӳрес кăмăлă пулсан, хăнтан вунă хут лайăхрах юлташ тупса кай, теççĕ. (Послов.). Тоскаево. Кăмăл килен пĕр турам, кăмăл юлан çĕр турам, теççĕ. (Послов.). Собр. Кăмăл турам — пĕр турам, теççĕ. (Послов.), ГТТ. Ман кăмăлпа вăл кунта пĕртте ан килтĕрччĕ. Я совсем не хотел бы, чтобы он приехал сюда. Ск. и пред. 95. Мĕншĕн манăн камăла, çав юлашки кăмăла, тумарăн-ши, аттеçĕм? СРОВ 5. Ашшĕ унăн (ее) кăмăлне хирĕç пыман (не препятствозал). Юрк. [Пихампар] чун-мĕн çуралсанах, ăна ăс панă, кăмăл, хастар паyă. И. Е. Ефим. Ку çыру хыççăн тата ярас (послать) кăмăл пур, N. Мĕн чухлĕ пама кăмăлĕ пур? За сколько хочет он отдать? N. Хăй кăмăлĕ хыççăн кай. ЧС. Ĕнтĕ хăй кăмăлĕ: вилет-и, юлат-и — кайса пăрахас перех хутчен (т. е. если он сам хочет, так все равно, пожалуй, отвезти что-ли его в больницу — умрет ли он там, или выздоровеет). Пир. Йал. Вăл ял халăхĕ кăмăлпа памасан, районри çĕр комиççи урлă ыйт. N. Кăмăлпа тунă ĕçре хăвалани вырăна килмест. N. Пурте ку ĕç кăмăлпах (добром) иртсе каять пулĕ, тесе, шухăшланă. N. Парсан, ырă тăвас кăмăл пур; памасан, усал тăвас кăмăл пур. (Сĕрен). Альш. Кăмăлĕсем пурин те уччилнире. Конст. чăв. Эпĕ вăсене пĕтĕм ялтан-йышран салам калăп; вăсем те, кăмăлĕсенче пулсан, салам каласа ярĕç хурăнташĕ-ăрăвĕсене. Якейк. Кăмăлне кирлĕ таран вăл паломми толтарчĕ (сколько ему угодно было, столько нарвал). Трхбл. Ĕнтĕ кăмăлăр пысăк, кăмăлăр пысăк (ваши сердечные запросы, требования велики); кăмăлăр юлсан епле тупам-ши? Юрк. † Сарă хĕр, сирĕн кăмăлăр пит пысăк, кама каяссине пĕлетре? Хурамал. † Çынсен кăмăль (запросы) пит пысăк; эпир уна кӳрес çук, кӳрсен, кӳрĕ ырă çын. ЧП. Кăмăлăрсем пысăк (вы горды) — юраймăп. Тим. † Ай-уй, савнă тусăм, хура куçăм! кăмăлăрсем пысăк пулсассăн, пирĕн, тус тусассăн, урăх та пур (найдем другого друга). || Свойство характера. N. † Манăн кăмăлăма эсĕ ху та чухларăн пулĕ, апла çынсене эпĕ питех мухтамастăп. N. Кăмăлĕ аслă унăн. ЧП. Йăвăр сăмахăра ан калăр: кăмăлăм çемçелчĕ, чăтаймăп. Собр. † Акка, санăн кăмăлу пит аван, мĕн курассисене пĕлетре? Юрк. Вĕсем те ăна, усал кăмăлне пĕлсе, кахала, нимĕн те памаççĕ. Хора-к. Кăмăла кора тор парать; (Поверье). Н. Пинер. Кăмăла пысăк тытсассăн, кăмăла çилпе хуса çитес çук. (Послов.). Юрк. † Кăмăлăр лайăх — юрлаймăп. Якейк. † Кĕмĕл çĕрĕ кăмăлăм; тохса, ӳксе çохаласран ыр хĕр илсе тăхăнинч. (Солд. п). Н. Карм. † Манăн кăмăлăмсем пит хытă мар, часах юлĕ, сиввĕн пăхсассăн. || Настроение. Иревли. Халĕ ĕнтĕ куратăпах (непременно увижусь), тесе, хуларан тухса кайрăм, кăмăла çĕклентерсе. Е. Орлова. Манăн паян кăмăл лайăх. У меня сегодня хорошее настроение. N. Ачасен кăмăлне (кăмăлĕсене) ан пăс. Не расстраивай (не обижай) детей. || Удовольствие. ТХКА 23. Этем ӳтпе тăрăнса ларап та эпĕ, юн сăхатăп; ман мĕн пур кăмăл çавăнта, тет сăвăсĕ (клещ). || В зн. послелога. ЧП. Юрлассăм килсе юрламастăп, пĕр сирĕн кăмăлшăн (ради вас) юрлатăп. Якейк. Эп çакăнта ма килтĕм? — Пичипа инки кăмăлне.

кăнтăрлаччентерех

приблизительно до полудня. Орау. Пĕр кăнтăрлаччентерех кĕтер-ха: килет-и, килмест-и? Унтан вара урăх кĕтмĕпĕр, кайăпăр. Ib. (Вăрмантан) ытла ир ан тухăр (вăрласа), кăнтăрлаччентерехех (почти до полудня) тăрăр; кăнтăрла таврашĕнче вăл (лесник) килте пулать, эсир вара пĕр хăрамасăрах тухатăр. (Из обывательских разгов.).

кăтарт

(кы̆дарт, ктарт), показывать. Альш. Иванкка Петĕрĕ, авланнă чухне хальхи арăмне йыснăшне кăтартнă, тет. Регули 686. Хăшне тытмаллине кăтартам. Ib. Хăш утне тытассине кăтартрăм. Ст. Чек. Кăтартса пăхам (покажу) çак çынна, илмĕ-и (илми); пурĕ-пĕр (всĕ равно) сутмалла вĕт. Ib. Кăтартса парам-ха вăсене! Проучу-ка их! К.-Кушки. Куçĕ ылмаш кăтартат. У него косые глаза. Срв. Кăмак-к. Куçĕсем пĕр пек кормаççĕ. У него глаза видят не одинаково. N. Çак кинĕ хунямăшне, хуняшшĕне хисеплет, вĕсем умĕнче урине кăтартмасть, пуçне те кăтартмасть. Тогаево. Пĕр чĕлхесĕр старик тăчĕ те, мана пĕрре аллипе темскер туса кăтартрĕ (показал жестом), тепре чĕлхиçне кăтартрĕ. Сятра. Коç шоррине кăтартса (вылупив зенки, напр. — браниться). Юрк. Епле çӳретĕн, кăтарт халĕ! тет. N. Ăна ачасем, нихçан çимесĕр антăхнăскерсем, кăтартса та хăвармаççĕ (съедают все до чиста), пĕр наччасрах пуçтарса çисе пĕтереççĕ. Ала 54°. Çуртсем енне (в сторону строений) кăтартса... Альш. Тĕттĕм кăтартакан кĕленче (о стекле: закопченное, залежавшееся, принявшее мутную окраску). Орау. Тытсан (если поймаю), аçа çапман пуçна, кăтартăп ак (задам тебе), пит вĕрсе тăр-ха! (= полай-ка еще!) || Казаться. Торп-к. Çын аллинчи япала пит пысăкăн кăтартать, теççĕ. Ачач 39. Те хăй лутраран, кĕлетки сарлакарах кăтартать. N. Эсĕ çамрăк кăтартатăн, теççĕ. || Предвещать, обьяснять. Кратк. расск. Санăн тĕлĕкӳсем икĕш те пĕр япаланах кăтартаççĕ. Юрк. Пĕрев хăй хуçине укçисене ăçта-ăçта салатнине хисеп (отчет) панă. Çав хисепĕнче вăрттăн хăне (= хăйне) илнĕ укçисене ялан хама валли атă илтĕм, тесе, кăтартнă. || «Привести». Юрк. Анӳ вилнине пĕлсен, пит шеллерĕм; ун пек вилĕм таврашне турă ан кăтарттăр. || Оказывать, причинять. N. Эсĕ темĕн чухлĕ ырăлăх кăтартнине асăнса калаçĕç. Истор. 143. Эсĕ пире халиччен курман асапсене кăтартатăн. N. Ют халăхсене йывăрлăх кăтартса, хăваласа янă. N. Кушака ан хурлăх кăтарт. Не мучь кошку. Ачач 78. Çавăн пек кăтартрĕ (проучил, показал кузькину мать) мана Ишек юрри! (см. Ib. 76). БАБ. Халăхсем вара: темĕн кăтартса тăрĕ (от колдуна бог знает что увидишь), тесе, хăй вилсен виçĕ эрнерен, пĕр çĕре пуçтарăнчĕçĕ те, масар çине кайрĕçĕ. Кан. Кам çурт вырăнĕ йышăннисене, çурт лартмасăр, пахчапа усă кăтартмастпăр (не позволяем пользоваться), теççĕ пухăра. || В качестве вспомог. гл. Ачач 19. Униççе аппа! Ярса кăтарт-ха юмах. Ib. 18. Ĕмĕрлĕхе çывăрма выртнăскере, сăмахсем те каласа чĕнет вăл. Анчах сӳннĕ куçсем урăх никама та курмаççĕ çав. Тепĕр хут уçăлса кăтартмаççĕ вĕсем. Ib. 100. Çамрăк ывăлĕ те, итлекен ача пек пулса, амăшне савăнтармалла кулса кăтартнă вара. В. С. Разум. КЧП. Эпĕ шкула килсессĕн, хам пурăнăç çинчен кала-кала кăтартрăм. N. Хамăр хуларах выртрăм, ну только киле ярса кăтартмарĕç (не пустили свидеться с родными). N. Ӳсĕрĕлсе кăтартмарăм. Я ни разу не показался пьяным. Кан. Пĕрер пăт патне хăмли пулса кăтартрĕ (уродилось с пуд). Ib. Пĕлтĕр Волынь хăмли пулса кăтартайманччĕ. Кăçал лайăх пулса кăтартрĕ, пиçсе те çитрĕ. N. Лайăхрах ĕнентересшĕн (чтобы убедить), пĕтĕм çынсем умĕнче Хритун урхамах та, хурчăка та, ăмăрткайăк та пулса кăтартрĕ, тет.

кĕвĕç

ревнивый, завистливый, завистник, зависть. Янтик. Упăшки хăй маткине: çынпа çӳрет, тесе, шухăшласан, ăна, ĕçкĕре-мĕнте урăх арçынпа пит кулкаласа смахласан, вăрçат пулсан, вара çав арçынна: ну, пит кĕвĕç у! теççĕ. Турх. Мĕншĕн кĕвĕç куçупа шуйттан хыççăн каятăн? N. Кĕвĕç куç çиес çăкăр çине те кĕвĕçсе пăхать, хăй ĕçми-çими тĕлĕшĕнчен те хăрăнса (= скупиться) пурăнать. ТХКА 112. Тăхти, вăрă-хурах — кĕвĕç-тикăр таçта пулĕ вăл. Чăв. йум. 1924. Кĕвĕç чунлă амаçури хăй пиравăрне пĕтернĕшĕн халĕ те куллянать. А. Турх. Кĕвĕç çын, человек, который завидует или ревнует. || Вред? ТХКА. 109. Труках çиес мар ку çырлана. Темле кĕвĕç çырли пулĕ, вĕлерекен çырла пулĕ, тет йысна.

кĕл кĕтӳçĕ

хранитель киремети. ДФФ. Мăн киремете пăхакан ăрасна кĕл кĕтӳçĕ пурччĕ, вăл Чӳрачăксемччĕ. Çемьере пĕри-пĕри чирлесен, е урăх усал пулсан, юмăç хушнипе мăн киремете асăнса, кив кĕлет умпе шур тутăрпа укçа çыхса хуратчĕç, виçĕ çулта пĕрре çав асăнса хунă укçасене мăн киремет кĕл кĕтӳçне кайса паратчĕç. Вăл пухăннă укçапа виçĕ çулта пĕрре вăкăр (мăкăр) илсе мăн киремете чук тăватчĕç. Ĕлĕк ытти киреметсен те кĕл кĕтӳçĕсем пулнă, тесе калаçатчĕç пирĕн атте-аннесем, хам эпĕ мăн киремет кĕл кĕтӳçне анчах астăвап. Истор. Пуринчен ытларах Стефана зырянсен кĕл кĕтӳçисем асамăçĕсем, юмăçсем курайман.

кĕлĕ

(к'э̆л'э̆), моленье; молитва. Туй. Кĕлле маçтăр çын, знаток молитвы. || Хорошее пожелание. Т. VI, 62. Урăх сире нимĕн те кала пĕлместĕп, манăн кĕллĕм çак таранччен анчах. || Церковная служба. НАК. Сурăх-ури кунĕ, кĕлĕрен тухсассăн, вара кашни çын патĕнче ĕссĕр çынсем юрланă сасăсем илтĕнеççĕ. Тимяши. Акă çурçĕр тĕлĕнче кĕлĕ тытăнчĕ. Альш. Пĕр-ик кунтан Пукрав кĕлли кунĕ тенĕ чухне, е чăн Пукрав кунĕ... Ib. Хăятран тавăрăнаççĕ, кĕлли кунĕ (в день престольного праздника, 16 июня). Ib. Праçникĕн кĕлли кунĕ. В день службы во имя праздника. Ходар. Çапла хăтланса, вăлсем мăнкун ирхи кĕллине чан çапачченех çӳреççĕ (вирĕм ачисем). || Назв. божеств. Т. VI, 72... Унтан хăрпан, хĕрлĕ çырла (?), кĕлĕ, мăн кĕлĕ, çуртри Аслă кĕлĕ, вăталăх кĕлĕ, кĕçĕн кĕлĕ, Такталăри кĕçĕн кĕлĕ, аслă Сĕнче çинчи кĕлĕ, Илюха-хун хĕр тăвĕ, кĕмĕл султан кукрĕнчи кĕлĕ (здесь сохраняю правоп. оригинала), хура кӳл çинчи, хура шыв çинчи кĕлĕсем, çилпе пыран кĕлĕ, çилпе çӳрен кĕлĕ, выляса пыран кĕлĕ, выляса пыран кĕлĕ амăшĕ, иртсе пыран кĕлĕ, иртсе пыран ырă амăшĕ, тивни пур-тăр, тименни пур-тăр, çитни пур-тăр, çитменни пур-тăр — кĕлтăватпăр ăшă питпе, тутлă чĕлхепе. Ib. Шыв çинчи кĕламăшĕ, шывçинчи кĕлĕ. Ст. Яха-к. Унтан тата хыçалти тăватă кĕлле пилĕкшер нухрат илсе пăрахас пулат. (Туй таврашĕ тасаттарни). Ib. Çук ĕнтĕ, сире ни киремет, ни кĕлĕ, ни çăлкуç тытман («не схватил»). Изванк. Тĕп-сакане ак çакăнпа çуртăсем лартаççĕ: малтан вилнĕ çынсем, пиханпарсем (так!), хĕрт-сортсем, кĕлĕсем, килсе, тĕп-саканче сыхласа тăраççĕ, теççĕ (во время «çĕр тавраш»). Яргуньк. Лашасем чирлесен е вилсен, юмăçа кайнă. Юмăç каланă: кĕлĕ çинче е килемет (так!) çинче çĕмел çĕмĕрн(ĕ), тесе каланă. ЧС. Çав киремете пирĕн ялсем: чăн аслă, хаяр кĕлĕ, тесе пит хĕсеплесе тăраççĕ. Paas. Кĕлĕ — дух мольбища.

кĕлле кĕр

служить в церкви. N. Аслă типĕре çичĕ эрне кĕлле кĕнĕ (служили). Вутра 30. Каçхи кĕлле кĕме чан çапать. || Аттик. Чӳк сурхисене (овец) сĕре çын пусма юрамасть, кам кĕлĕ тăвать (жрец), çавне (так!) анчах пусма юрат, теççĕ. Урăх çын пуссассăн, кĕлле кĕмест, теççĕ. Пуссассăн, какайсене тыткалама юрать, теççĕ. НТЧ. Тата чӳкленĕ вăхăтра: çын пырса ан кĕтĕр, тесе, хапхасене питĕреççĕ; çын пырсан, кĕлле кĕмес, теççĕ.

кĕрĕш

(кэ̆рэ̆ш), наниматься. Шурăм-п. Иккĕшĕ вара пĕр армана хăма çурма кĕрĕшнĕ. Кан. Килес çул ху кĕтĕве (пасти) кĕрĕш те, вара выльăхсене питĕ лайăх асту (присматривай за ними). N. Çынна (в люди) кĕрĕшрĕмĕр. Кан. Йӳне кĕрĕшрĕм, улталарăр мана. || Соглашаться. N. Çамрăк çынсем ватăсем сăмахне кĕрĕшес, вĕсем сăмахĕсенчен тухас мар, мĕн каланине тăвас тенĕ. N. Пулать киресĕр çын: ним каласан та (что ни говори), кĕршмеçт! ЧС. Эй ачам, ачам! Çын сăмахне кĕршмен çын та пулат-кам... N. Илье каланине кĕрĕшрĕç те (согласились), ĕçлеме тытăнчĕç. N. Хăшĕ-хăшĕ, çав сăмаха кĕрешсе, патшă патне кайнă та. Микушк. Ар ывăлсем! Хуçа калать: çĕнĕ тырăпа турра асăнса, пичĕке чӳклерĕм, тет. Сире тиври, тивмери? Тивмен пусан, ун çинчен савăш курки пуçлас, тет. Эсир ăна кĕрĕшетри, кĕрĕшместри? || Начинать, приниматься. Никит. Унтан та пульмин, хăшĕ-хăшĕ, урăх кĕпесем тăхăнса тухса, выльляма та кĕршнĕ (в засуху). Ib. Кукамай, çакна илтсен, кĕршнĕ вăрçма аттене. Орау. Тавлашма кĕрĕшшĕрĕç.

кĕтсе тăр

ждать. Юрк. Сана, килессе, куллен куç пек (с нетерпением) кĕтсе тăратăп. Ib. Вĕсем, урăх нимĕн калама аптăраса, лешĕ мĕн каласса кĕтсе тăраççĕ.

тĕкĕле

подпереть, запирать. N. Тĕкĕлетпĕр алăка. Кан. Виçĕ пĕчĕк ачине пӳрте тĕкĕлесе хăварнă (родители.) В. С. Разум. КЧП. Алăк патне çитрĕм те (добежал), алăк тĕкĕленĕ пулнă. Кильд. Эпĕ алăкне тухса тĕкĕлем-ха, урăх кунта никам та ан кĕтĕр. Беседа. Тĕкĕлесе чаракласа пĕтернĕ. Яргуньк. Тырă капанне тĕкĕлеççĕ (подпирают подпоркой). Коракыш. Çав упа аран старик пӳртне кĕрсе тарса, алăкне старикпе пĕрле тĕкĕлесе тăчĕç, тет. Торп-к. Хăва (сам) вăрмана кайсан, уписем, кайăксем лашине çисе янă тет те, кайран патаксампа тĕкĕлесе çине тир витĕрĕç, тет те, аяккалла кайса ларчĕç, тет. Ала 28. Министăрăн аллисем икĕш те çыпăçса ларчĕç, тет, çĕрĕпех вара çенĕкре тĕкĕлесе тăчĕ (прозапирал дверь). || N. Сире уйăхне пилĕк тенкĕ парсан, тĕкĕлемес вит у.

тĕл

определенное место. Баран. 121. Хирсенче хура тĕлсем нумайланнăçем нумайланса пыраççĕ. N. Ялан вырăнтан вырăна куçса çӳретпĕр, татах тĕлĕ çук. N. Хветĕрĕн хăйĕн атрĕс çырма тĕлĕ çук. Ст. Чек. Кайсан-кайсан кайнă тĕле çитеççĕ. Скотолеч. 15. Хăш чухне пĕр тĕлте анчах, хăш чухне ик-виç тĕлте шыçать. Шыçнă тĕлти вĕриленсе тăнăçемĕн пысăкланса пырать. Регули 1200. Çавă тĕле (çавăн тĕлне) кил. Ib. 744. Пĕр тĕлтех çавăрăнса вĕçсе çӳрерĕç. Сред. Юм. Тохса çӳрес-ха çола, килте ларса полмас пĕрмай, эрне кăçта каймаллин тĕлĕ çок та, топимăпа шырасан кăçта та полса майлă вырн. Чăв. й. пур. 35. Икĕ ывăлĕ икĕ тĕлте уйрăм пурăнаççĕ. Скотолеч. 23. Тавăрăнса кайнă тĕлтине çивĕчĕ çĕçĕпе касса пăрахас пулать. Изамб. Т. Пирĕн çарансем пур тĕлти те аван. Юрк. Ик-виç тĕлте имени пулнă, темиçешер çĕр теçетине çĕр пулнă. Чебокс. Урăх тĕлелле каяр. N. Виçсĕмĕр виç тĕлте çӳретпĕр. Календ. 1904. Укçа янă тĕле çитсен çав купона укçа илекен çынна касса параççĕ. Кан. Анӳ тĕлне пĕлетĕн-и вара? Нюш-к. Пăшала персе ярсассăн хайхи çын тĕлĕ тĕтĕм пек пулса куçран çĕтет. N. Тислĕк купи тĕлĕнче (тырă) лайăх пулать, ытти тĕлте начар пулать. Скотолеч. 21. Суран (рана) тĕлне пăр е юр хурас пулать. Вишн. 73. Тата хăш-хăш çĕрте тăм чумлексем ӳпĕнтерсе хураççĕ; вара хăшин ăшĕ ытларах йĕпенет, çавăн тĕлне пусă алтаççĕ вара. Б. Яуши. Пирĕн тĕле пĕлмесессĕн, анат касра кĕтесре, улма сатне пăхса пыр. Хурамал. Вăл сасă салтак пурăнакан тĕле çитсен чарăннă. О сохр. здор. Хăш чухне лаша тăлхарса кăларсан е ĕçнĕ чух шыва юлсан, çав манка çыннăн ӳтне суран тĕлне лекет те, çын та вара çав чирпех чирлет. N. Эсĕ çул тĕлне пĕлетĕн-и? Пиччу хăни тĕлне пĕлетĕн-и? Ала 81. Кăтартăр-ха мана унăн тĕлне (где он живет). Холера З. Каснă тĕлĕнче ыратни, пăртак вĕриленни, вăйсăрлăх часах иртсе каять (при прививке). Изамб. Т. Ют ялтан ывăнса килнисем ларнă тĕлтех çывăрса каяççĕ. Нюш-к. Ашшĕ курнă укçа тĕлĕ кăçта у тесе ыйтрăм (где видел его отец деньги). N. Ик-виç çеккунт та иртмен-тĕр, шыв юхăмĕ ăна çирĕм чалăш тарăнăш тĕлне юхтарса илсе кайнă. N. Эпир çапла пĕр тарăн тĕлте пысăк пулă тытрăмăр. Скотолеч. 12. Шыçнă тĕле тутăр татăкне ăшăтса е ăшă шывпа йĕпетсе çыхас пулать. Ib. Тачка ӳт тĕлне сĕрме юрамасть, хул çумĕнчи аяк пĕрчисем тĕлне сĕрес пулать. Дик. леб 30. Çав пӳрт тĕлĕнчен иртсе пынă чух, çурăм-пуç тин шуралса килнĕ. Ядр. Сасартăк манăн пĕр чĕпĕ пĕр шăтăк тĕлне пулчĕ те анчĕ кайрĕ. N. Вилсен ăна масара пытарнă. Вăл масара чăваш масарĕ теççĕ. Унăн шăтăкĕ тĕлĕ халĕ те пур. Кан. Вĕсем ялти кулаксем тĕлне пĕлмен çынсем. || Иногда переводится как дом. ГФФ. † Йăван лаши хора лаша, Татьян тĕлне çитсессĕн... Ивана вороная лошадь как поверстается с домом Татьяны... ГФФ. † Татьян сăхмань хора сăхман Йăван тĕлне çитсессĕн... Полы Татьянина черного кафтана, как дойдет она (Татьяна) до Иванова дома... ГФФ. † Йăш-яшти яш ачи, олах тĕлне пĕлмесĕр, пӳрт кĕтессинче çĕр каçнă. Пригожий парень, не найдя дома, где были посиделки, провел ночь за углом избы. А.-п. й. 89. Улпут тĕлне çитсессĕн, ларчĕ пĕрене çине. || Местность. Ала 14. Нимĕн тĕлне те пĕлмен вăл (не знала местности), каç та пулма пуçланă. || Случай. N. Ĕмĕр тăршшинче ĕçес килнĕ çынсене шыв парса ăшне кантарса ярас тĕл сахал килет. Регули 1478. Пирĕн çок полчĕ, лапкара та пĕтнĕ тĕл полчĕ. N. Икшер-виçшер кун çăкăр курман тĕлсем те пулчĕç. Баран. 127. Пĕтес тĕл килсен, упа тем пек хаярланса çитет. || N. Сиртен мана çыру илме тĕлĕ çук. || Толк. Орау. Эпĕ уйăхсем çинчен пайтах çынтан ыйткаларăм та, çапах та тĕлнех тупимарăмăр. N. Çывăрни тĕлли çук: пĕр куç хупăнса выртать, тепри уçăлса тăрать тенĕ пек анчах вырткаласа тăратпăр. Юрк. Ыттисем вĕрентем тĕлĕ пулмарĕ. N. Ним тĕлне пĕлместĕп. N. Çапла эпир нимĕн тĕлне пĕлмесĕр шухăша вылятса тăратпăр. Сборн. по мед. Кирек епле ĕçе те тĕлне пĕлсе шухăшласа тума кирлĕ. N. Ĕçе тĕлне пĕлсе ĕçле. || Специальность. Альш. Пĕлетне мĕн эсĕ вăл тĕле. Разве ты знаешь и это дело, и эту специальность. || Признак. N. Мир полас тĕлĕ çок халĕ. || Время. N. Пĕр тĕлте, одно время. Баран. 167. Хĕлле тайкара хăрушă сивĕсем, кутсăр-пуçсăр тăмансем пулаççĕ. Çул кайма тухнă тĕл килсен, вилмесĕр юлакан нит сахал. || Цель. N. Çавăрса хур пĕр сăмах та пулсан, тен тĕле килĕ! Изрыгни что-нибудь, авось в цель попадешь. N. Тĕл тиверт, попадать. ЧК. Тĕл пеме вĕренес килет. Ib. Шкулти тĕл перекенсен кружокне (стрелковый кружок) Михайлов юлташ ертсе пырать. || Ашшĕ амăшне. Ăна вара çывăрнă тĕллипех (сонного) тăлăпсемпе, чаппансемпе лайăх хупăрласа çуна çине вырттарнă та, Лисахви килне илсе тавăрăннă. || Во-время. N. Сасартăк килсе эсир çывăрнă тĕле ан пултăр. Урож. год. Апат тĕлнех пултăмăр. || Как раз. Кан. 1929. Хăш-пĕр чухне чăхăмçă этемсемпе те тĕлех килсе тухаççĕ. N. Эпĕ çавăнпа сан пата пиçмо ятăм: эсĕ унтан кайнă тĕлех пулнă. К.-Кушка. Çатан урлă сикрĕм те, ура пылчăк çине тĕлех пулчĕ. Перепрыгнул через забор и попал ногой в грязь. Кан. Унта пĕр питĕ тĕлех кăларакан карчăк пур тет те... Панклеи. Ялта пĕр пӳрте кĕрет те, олах тĕлнех полать (попадает как раз на посиделки). N. Пирĕн тĕлех пулчĕ. || В отношении. N. Эпĕ ку авланнă тĕлтен тата телейлĕрех пулмаллаччĕ-ши? Юрк. Эсĕ пур япала çинчен те пĕлетĕн? Çавна мана çынсем умĕнче каласа парсам. Эпĕ сана çав тĕлтен пулăшăп. Альш. Кунта харпĕр килне ăрасна касмăк-пичĕке çук. Ӳретниксем пире вăл тĕле хĕсмеççĕ. || Около (места). Ярмушка-к. Кункал виçĕ шыт çӳлĕшĕ, сарлакăшĕ хырăмĕ тĕлĕнчепе 7 вершук пур пач тӳрĕ (в диаметре), тĕпĕ пенчинче сарлакăшĕ — пăймаклинче 5 вершук анчах (в диаметре). N. Çич çул юппи тĕлĕнче тăват аршăн юр çунă. Кан. Çу савăчĕ тĕлĕпе Етĕрненелле мăн çул анса каять. Регули 1163. Эп çол çинче вăлсам ялĕ тĕлĕнче топрăм. Ib. 1159. Вĕç çав йăвăç тĕлĕнче тăракан çын. Ib. 1162. Пирĕн тĕлте хыçалта тăчĕ. Эпир. çур. çĕршыв. 11. Улçа юпи тĕлĕнче, кăмака ани патĕнче, вучах пур. Ск. и пред. чув. 64. Кăкăрĕ çинче, чĕри тĕлĕнче сенĕкпе чикнĕ вырăн çара юн. Якейк. Чӳркӳ тĕлĕнчен айăккала пăрăнса каймалла. Капк. Ваçуксене: эсĕр пирĕн тĕлти мулкачсем, тесе хăлхинчен туртса хăратнă. N. Пĕр-кун сана вăйлă вăрçă çук пирĕн тĕлте тесе çырнăччĕ. Кан. Пăшалпа хырăм тĕлĕнчен перет. Альш. Тимĕрçĕ хытăрах итлет те, ача сасси тĕлне сирсе пăхат, тет. Кан. Канавне тата карта тĕлĕнченех ямалла тунă. Скотолеч. 26. Улма е чĕкĕнтĕр тавăрашĕ хăш чухне карланкине ларат, хăш чухне кăкăрĕ тĕлне ларать (застревает). || Около, приблизительно (во времени). N. Эпĕ праçник тĕлĕнче польнитьсара выртрăм ик эрне. Кан. Ачана кăнтăрла иртсен пĕр сехет тĕлне çуратса пăрахрĕç. Ib. Шупашкара каç пулттипе пĕр пилĕк сехет тĕлнелле çитеççĕ. Ib. Хут пĕлменнисемпе сахал вĕреннисене шкулта улт сехет тĕлнелле ямалла. N. Улттăмĕш сехет тĕлĕнче. N. Иван! Пыр ман патна паян пĕр виç сехет тĕлнелле. N. Ыран воник сахат тĕлĕнче килеп. Хот илмелле. N. Кăнтăрла иртсен, пĕр виç сехет тĕлĕнче. Ачач 23. Çимĕк тĕлĕнче вăрманта çуралнă тесен, Тимуш ялан хавасланнă пек пулнă. Ск. и пред. чув. 19. Чи çурçĕрĕн тĕлĕнче çичĕ юлан тухаççĕ, Хура шăрчăк уйĕнче каллĕ-маллĕ чупаççĕ. || Напротив. Çутт. 82. Ăна эпĕ куç тĕлне турăм. Пирĕн ял. Ламппă çути тĕлне шăп килмелле кăшкара çăмартаран пĕчĕкрех шăтарса шăтăк тăваççĕ. ДФФ. Вăрăм сак тĕлне çӳлерех пĕрене çумне пĕр пуччушши çапса çыпăçтаратчĕç. Шибач. Çав вăрман виттĕр виç кĕтеслĕ пӳрт тĕлнех полмалла полчĕ. Мăн çол. || Дик. леб З2. Эсĕ унăн чĕри тĕлне лар: вăл усал кăмăллă пултăр та, çавăнпа асаплантăр. || По. Юрк. Вăл тĕлтен вулăр. По этому предмету читайте. || По направленню. Орау. Çурт тĕлнелле пăхсан çăмăр çуни лайăхах курăнать. Регули 1160. Çав йăвăç тĕлĕпе пăх. || К. Кан. Октяпĕр револютси вунă çул тултарнă тĕле пулас çурт; каснă лартнă тепĕр уяв — Чăваш автономи вунă çул тултарнă тĕле тăватчĕç. ЧК. Паян кун тĕлне районĕпе 200 кектар çинче çĕрулми лартнă. Конст. чăв. Унтан хулара çӳренĕ чухне вăл вырăн тĕлне çитсен эпĕ: кунта пĕр Мирса Салих Керимов ятла хуçа пур, эсĕ çав хуçана тупса парайрăна мана? терĕм. Регули 1339. Той тĕлнех килчĕ. N. Ку енчи ял тĕлне илсе пыр. Кума-к. Кил тĕлне çитсессĕн (когда подьехали к дому), пысăк алăкпа кĕреймарĕ (муха). Кан. Советăн 5-мĕш çурчĕ тĕлне çитнĕ. Ib. Вăл каç пулнă тĕле вилсе те кайнă. ТХКА 53. Вăрманял тĕлне çитиччен хамах лартса кайăп сире, тет нăврашсем. А.-п. й. 71. Хай хуçа кашкăр тĕлне çитет те, ямшăкне лашисене чарма хушать. Çутт. 71. Кĕсре кашкăр тĕлнелле çите пуçласанах хăр-харт туса илчĕ. N. Кайсан-кайсан çак пĕр тырă акакан çын тĕлне çитрĕ, тет. СПВВ. Çак сăмах тĕлнех килсе кĕчĕ. N. Эпĕ хам хурланă тĕле пултăм та, çампа çампек çыртăм. N. Пирĕн сăмахсене итлемесĕр пурăнса çамрăк пуçупала таçта кайса, темĕн тĕлне пулса темĕн çапса вĕлерес, темĕн персе вĕлерес. Урож. год. Çын куç тĕлне пулнăран шыва кĕме пăрахнă. || До. НР. † Шопашкар тĕлне çитсессĕн... Как дошел до Чебоксар. Ib. † Хĕрсен тĕлне çитсессĕн... Как дошел до девушек... || Над. Изамб. Т. Пăр пуçне килсе çапсан, вăл вара карттусне пуç тĕлĕнче çӳлерех тытса тăнă. N. Туттăрĕ çине, çамки тĕлне виçĕ кĕмĕл укçа çĕлесе хураççĕ (покойнице). N. Малалла чупса пынă чух ялан пуç тĕлне кĕреçе тытса чупăр. Дик. леб 39—40. Вăл хăйĕн пуçĕ тĕлĕнчен вĕçсе пырса, ăна хĕвел çуттинчен сарлака çуначĕсемпе хӳтĕлесе пыраканни те çав кĕçĕн пиччĕшех пулнине пĕлнĕ. Она догадалась, что это он летел над ней и защищал ее от солнца своими крыльями. Орау. Çӳлте, ял тĕлĕнчех, тусем кĕç-вĕç йăтăнса анас пек ял çинелле тайăлса усăнса тăраççĕ. N. Сĕтел тĕлĕнче ламппă çакăнса тăрать. 93 çул 15. Çӳлте штик тăррисем тĕлĕнче кайăксем юрланă. ЧС. Çавăнпа вырăн тĕлне пиçихе çыхса хучĕç; тăрас пулсан çав пиçихие тытса ларатчĕ. Ск. и пред. чув. 10. Çӳлĕ тăвăн тĕлĕпе çăхан карать çăварне. || Под (прикрытием). ЧП. Йăвăç тĕлĕпелен вăл сулхăн. Собр. Выртнă упана йăвăç тăрĕнчен пăхса тăратимăн, йăвăç тĕллипе хуллен пырсан тытăн теççĕ. Толст. Хăйсем йывăç тĕлĕпе ачисенчен вăрттăн тара пачĕç, тет. Н. Якушк. Ырă аппаçăм (ятне кала), санан тĕлӳпе хумханатпăр. (Свад. п.). Полтава. Халăх пуçĕ тĕлĕнче хĕпĕртесе силлерĕ. N. Мăшăр витре йăтрăм та, шыва антăм, тăван шу пуç тĕлĕнче ай пыратчĕ. 93 çул 78. Çав виç кĕтеслĕ япала (предмет) ирхи кăвак пĕлĕт тĕлĕнче хуран курăннă. || За. Регули 1161. Эп йăвăç тĕлне тăтăм, çавăнпа вăл мана коримарĕ. Янтик. Сан тĕлӳпе мана ним те курăнмас, кай унтан (из-за тебя мне ничего не видно). N. Паян çăмăр пĕлĕчĕ тĕллипе хĕвел çутти курăнмасть. Сред. Юм. Тĕттĕм лавка хӳтипе, пурçăн хăмаç çутипе, пурçăн тутăр тĕллипе çиçпе ачи куç хыврĕ. N. † Вуник кашкăр иртнĕ чух юман тĕлне тăрса юлайрăм. || При. N. Словарь çырнă тĕлте сире эпĕ кирлĕ мар-и? || Ст. Юрк. Малашне авланас тĕлтен турă сыхлатăр ĕнтĕ (говорит один вдовец). || Для. N. Ку япала пирĕн тĕлĕмĕртен килсе тухрĕ. N. Ман тĕлтен ялта сар хĕр пулмарĕ куран. Чув. календ. 1911. Çапла тусан, русско-чувашский словарь вырăс чĕлхине вĕренес тĕлтен пире пит нумай усă парĕ. Ст. Чек. Ун тĕлĕнчен унăн пур, ман тĕлĕмрен çук. Для него он готов сделать все, а для меня ничего. Б. Олг. Тепĕр молкачă кортăм ора, карсак, тĕллерех пертĕм, ман тĕлне полимерĕ, тытимерĕм. Утăм. Ырлăх иртет ак часах ун тĕлтен. N. Унта вилнĕ çынăн кил йышĕсем калатчĕç: эй турă, мĕшĕн ялан пирĕн тĕле кăна пулать-ши, мĕшĕн пире ялан хурланса хурлăхпа пурăнмалла тунă-ши ку турă. N. Пирĕн тĕлтен пурне те пуçтарнă. Сред. Юм. Он тĕлĕнчен тем те топнать. У него всегда бывает несчастье. Ему всегда попадаются дешевые вещи хорошего качества. || О, об. КАЯ. Атте-анне уратех ĕнтĕ (сестра) тесе пит хуйхăра пуçларĕç; эпĕ, ухмахскер, хуйхăрас тĕлне пĕлместĕмч. Юрк. Янă çырăвăнта вăл тĕлтен нимĕн те асăнмастăн. || С. N. Скиф патши ывăлĕсем ашшĕ хушнине те итленĕ, те итлемен, эпир пĕлместпĕр. Çапах кил-çуртра килĕшӳ çукки усал иккенне эпир тепĕр тĕлтен куратпăр. N. Токмак тĕлне пол, встретиться с волком. А.-п. й. 40. Ула-таккапа тилĕ, çаксем тĕлне çитсен, темĕн пăшăлтатса илчĕç те, чарăнчĕç. || Иногда не переводится. ГФФ. † Кăтик-кăтик сар чăххи, кашти тĕлне пĕлмесĕр, посма çинче çĕр каçнă. Желтая курочка, не найдя своего насеста, ночевала под крыльцом.

тĕлеш

относительно. Менча Ч. Вĕсенĕн ку тĕлешрен (по этому предмету) тата урăх йăласем те пур. Н. Шинкус. Пăсташ тасатас тĕлешĕнчен. Календ. 1907. Чир тӳрлетес тĕлешрен ĕç пит начар. N. Çиме тĕлешĕ питĕ хĕн. N. Вăл тĕлешрен Иван аптрамас. N. Пур тĕлешрен те, во всех отношениях. Баран. 38. Выльăх-чĕрлĕх тĕлешĕпе нумай калаçса ларнă (говорили). || Причина. N. Нумай пулмаç çак яла тырă расверски тĕлешĕпе рабочисем килсе кайрĕç. N. Пасар кунĕсенче суту-илӳ тĕлешĕпе çав хулана час-часах çӳренĕ. || Чем люди живы. Улпут майри атă тĕлешĕпе ячĕ те, тет.

тĕлĕк

сон. КВИ. Çамрăк кунсем, ыр кунсем иртсе кайрĕç тĕлĕк пек. N. Ашшĕ-амăш вилнине тĕлĕкри пек астунă. Ст. Чек. Тĕлĕкре камăнне те пулсан çĕнĕ пӳрт курсан, ун çемйинче çын вилет, терĕ. Сред. Юм. Тĕлĕк çинех полчĕ. Çывăрса тĕлĕк тĕлленсе выртнă çĕртен кам та полса пырса тăратсан калатчĕç; вара çав тĕлĕк пырса тăратакан çынна полать, тетчĕç. Артюшк. Ăстарик арăмне каланă, тет: тавай ачасене мунча кӳртсе тĕлĕк кăтартма выртарар, мĕн пуйтарĕç тет; кусем мунча кӳртсе ачисене тĕлĕк кăтартма выртараççĕ, тет. N. Сан тĕлĕкӳ акă мĕн пуласса курăннă. Орау. Тĕлĕкре мар пек, будто наяву, а не во сне. N. Ирхи тĕлĕк çынна пулать, терĕ. Утренний сон, говорит, относится к чужому человеку, пришедшему в этот дом. Сятра. Тĕлĕкре тора çисен, е çĕтсен, ĕнет е кайăк полмас, тетчĕç карчăксем. N. Сире тĕлĕкре питĕ курап. N. Эсĕ чирленине эпĕ пиçмо илечченех пĕлнĕ тĕлĕкпе. N. Мĕне пулĕ вăл тĕлĕк. Моркар. Тĕлĕкре хорăна касса ярсан, килте хĕрарăм вилессе, йоман кассан, арçынна полать, тетчĕç. N. Ман тĕлĕк те вилмеле катартмас-ха. Сятра. Çапла калатчĕ: çырмара аташсан, тохимесен — чиртен соалмас, тохирсен — соалирет; тĕлĕкре ут тарсан, арçына лайăк мар; тĕлĕкре вĕçсе çӧресен, çитĕнет; тĕлĕкре орапапа чопсан – соя, халăк сойи – лайăк мар. ДФФ. Чăвашсем тата юмăçсене тĕлĕк курма калатчĕç. Юмăçа тĕлĕк курма пиçиххи е урăх япала кайса паратчĕç те, çывăрнă чух ăна пуç айне хурса çывăрма калатчĕç. Ирхине вара юмăç тĕлĕк тăрăх чир мĕнтен пулнине, ăна епле тасатма кирлине „каласа кăтартатчĕ“. Ĕлĕк чăвашсем тĕлĕке пит ĕнететчĕç. Пирĕн анне калатчĕ: эпĕ тĕлĕкре тутар улпутне курсан, вăл кипĕт киремет пулать, вырăс улпутне курсан, вăл çĕн-ыр киремет пулать, Чăрăшри Микулай вăртахлăма курсан, вăл Ишекри Микул турă пулать, тетчĕ. СЧУШ. Тĕлĕкре арман авăрсан, вăрçă пулать. Рак. Вир тайăттăм, тăванăм, çырайăттăм, ман тĕлĕке мĕскер кĕрĕ-ши. ЧП. Ăйăхра курнă тĕлĕк. Расск. Çасран вăл юри çывăрмасăр тӳссе пурăннă. Сунчел. Эпĕ ăна (его) халĕ тĕлĕкри пек анчах аçтăватăп. Изамб. Т. Тĕлĕк каласа пар, рассказывать сон. || Ой-к. Вăл тĕлĕкре чухне акă мĕн курнă. || Орау. Тĕлĕк кайса патăм та-ха, ыран тата, кайса пăхсан, мĕн калĕ. Сред. Юм. Тĕлĕк патăм. Кирек мĕн пысăк ĕç тума тытăнас оммĕн йот çын пуç айне хăй япалине кайса хоратчĕ, вара çав пуçелĕк çинче çывăрнă çын корнă тĕлĕк пуçайне япала пырса хонă çыннăн полать, тетчĕ. || N. Ман ятпатĕлĕк асăнса пăхăр-ха. (Из письма). N. Çак тĕлĕке уйласа ярăр çыру. || Сред. Юм. Тем тĕлĕк хыптарнă, хам тин пасартан тавăрнтăм, чашăк илме астуман та (память отшибло). N. Тем тĕлĕк хыптарнă. (Говорят, когда забыл). || N. Эп кона тĕлĕке те илмен. И не думал, и не предполагал. Чума. Докторсем пирваях вăл чума икенне тĕлĕке те илмен. || Призрак навязчивый. N. Каç выртсан та, тĕлĕке кĕретĕн. N. Тĕлĕк комат тĕслĕ. || Несметливый, ротозей. КС. Сред. Юм. Эй тĕлĕк, эс те тĕлĕкпе çиç çӳрен çав. Так называют того, кто сделал что-нибудь не так, как следует. Орау. Е-е тĕлĕк, хăй аллинчи алсине шыраса çӳрет.

тĕлĕш

относительно. Альш. Вĕсене е Куславкканалла е Шупашкаралла леçе-леçе хăвараççĕ, тет, пирĕн ялсем. Анчах эпĕ вăл тĕлĕше пĕлсех каяймастăп вара. Бес. чув. 4. Ĕç тĕлĕшне вăл çамрăкранпах лайăх вĕренсе пынă. N. Акă мĕнтен ан намăслан, акă мĕн тĕлĕшрен суя намăс пирки ан хĕрел. ЧС. Анчах пурнăç тĕлĕшне тыта пĕлеймерĕмĕр (не сукели жить), çапла ĕнтĕ намăссăрланса сĕтĕрĕнсе çӳретпĕр (так говорили нищие старухи). N. Эй, ывăлăм, пур тĕлĕшрен те кунĕ пул. N. Вăл сирĕн патăрта пăртак пурăнас тĕлĕшрен эпĕ пĕре пăсăлмастăп. N. Çĕр çинче пур тĕлĕшрен те таса çын никам та çук. N. Пурлăх пухас тĕлĕшĕнчен калаçсан... N. Çынна хăртас тĕлĕшрен вăл пит куштан вара. N. Мĕн тĕлĕшпе эпĕ ку тĕрлĕ сан кăмăлна тупрăм та ĕнтĕ. Бес. чув. 6. Вăлах Микулая тĕн тĕлĕшпе нумай ăнлантара-ăнлантара панă. N. Эсĕ ман арăма анчах ан пăрах. Ун тĕлĕшĕнчен кăмăллă пул. Сет-к. Вăл тĕлĕшĕнчен (вăл тĕлĕшрен) эп аптрамастăп. Кан. Кирек хăш ялта хăйĕн уйрăм ăсталăх ĕçĕ паллă пулать: хăшĕ тир ĕçсемпе, хăшĕ чăпта тĕлĕшпе. N. Тытнă кайăксене сутас тĕлĕшпе. ЧК. Колхозсенчи тата шкулсемпе районри учрежденисенчи физкультурниксем граната ывăтас, сикес, чупас тĕлĕшпе спартакиадăна хатĕрленме тытăннă та ĕнтĕ. N. Январ уйăхĕнче тухмалли шурналсене вăхăтра кăларас тĕлĕшпе те типокрафире хăнт та тумаççĕ-ха. Истор. Анчах тăшмана тавăрас- тĕлĕшреи пит хытă чĕреллĕ пулнă. || Повод. О сохр. здор. Хура халăх хушшинче çак тĕлĕшпе (по этому поводу) темиçе тĕслĕ урăх сăмах та илтме пулать. Бес. чув. 15. Микулай: мĕн пухăвĕ тата? тесе ыйтрĕ, анчах ача пуху мĕн тĕлĕшпе пулнине пĕлмен. || Для. Патшалăх тĕлĕшĕнчен ĕç пит нумай. Сред. Юм. Он тĕлĕшĕнчен тем те килсе тохĕ, пит телейлĕ мар-и ô. N. Анчах мĕнле ырă çын тĕлĕшĕнчен те усаллăх тупăнать. Сл. Кузьм. 159. Сирĕн тĕлĕшрен тумаллине вăй çитнĕ таран турăмăр. Ib. 43. Ĕнтĕ эпĕ санăн тĕлĕшĕнчен тăвас ĕçе турăм. || Из-за. Кан. Çав тĕлĕшпе чирленĕ шултăра выльăха йĕтĕн е кантăр çăвĕ памалла. N. Вара Иван вăл тĕлĕшпе çулталăк та çичĕ уйăх хурлăх курса, тертленсе пурăнмалла пулнă. || С. ЧС. Ыйхă тĕлĕшпе нимĕн тăва та пĕлместпĕр. || О, об. N. Вутă тĕлĕшне тата çырса ярăр. N. Сан тĕлĕшĕнтен савăнса хĕпĕртем. || По. N. Эпĕ пĕре хамăн тĕлĕшпе шухăшлап, пĕре сирĕн тĕлĕшпе. || Через. N. Аçу миçе тенкĕ усă кӳчĕ утă тĕлĕшпе. || Шашкар. Чĕрне хори тĕлĕшне те тăрмастăп.

тĕнке

сила, мощь. Орау. Амăшне ĕçлеттерсе тĕнкине кăларнă, тет (мучил работою). N. Тетĕшсене пуçтара-пуçтара тĕнки тухрĕ, тет (замаялся). Ст. Чек. Хĕне-хĕне тĕнкине (или: ăннăран) кăларнă. Побоями довел его до того, что он стал непохожим на себя. Кама 62. Паян ăна çавăркаласа тĕнкине илчĕç. Урăх илсе килместĕп ĕнтĕ. Пĕтереççĕ, кăтарт тесе, ача курман пек. Юрк. Пăхăсăн, ху та килмерĕн, çыру та ямарăн, тĕнкеме анчах хăртса пурăнтăн. ПТТ. Анчах, те пур ялсенче те çапла: сĕрене пуçличчен пуçлаймасăр тĕнкисем тухаççĕ, мĕшĕн тесен пысăккисем, темтен, ăна пĕлместĕп, ваттисенчен хăяймасăр пĕри те, тепри те лаша утланса тухмасть. Хурамал. Çав ĕçе тăваймасăр тĕнкӳ тухать (не можешь скоро сделать). Ib. Выльăхсене киле исе килеймесĕр тĕнке хăрчĕ (= асапланса пĕтрĕм). Юрк. Çав ачам (ребенок) пит хастарлă пулмалла пек курăнат, халех култарса тĕнкене хăртат. Трхбл. Ман унта ĕçле-ĕçле тĕнке хăрчĕ (замаялся, измотался). Ib. Тĕнкине хăртнă, тĕнкисене хăртнă. N. Вăл та, тĕпленнĕ япала, ку кунччен çырса ямасăр манăн тĕнкеме хăртрĕ.

тĕнче

мир, свет, вселенная. Баран. 243. Мĕн пур типĕ çĕре пилĕк пая уйăраççĕ. Вĕсене тĕнче пайĕсем теççĕ. Качал. Сан пакки хитри тĕнчипа та çук. Ск. и пред. чув. 83. Ӳсĕр кĕрӳ пуçĕнче тĕнче вăр-вăр çаврăнать. N. Тĕнче-çанталăк, çут çанталăк. N. Тĕнче = çут тĕнче. КВИ. Алă çемçе, тĕнчере унтан çемçи ним те çук. Мягка рука своя для всех, пышней ее на свете нет. А.-п. й. 18. Вăл икĕ ураллă этем, çакă вăрманăн хуçи, унтан асли, унтан вăйли тĕнчере урăх никам та çук,-тет упи. Ib. 66. Сан пек ухмах тĕнчере пур-ши? — тет. Вара тĕнче тăрăх ухмах шырама тухса каять. Ib. 67. Унтан старик аптранипе: тĕнчере ухмах татах нумай пуль тесе, килне таврăнчĕ, тет. ГФФ. † Эй, пирн йор! Пирн йор пекки тĕнчере те полас çок. Ах, песня наша! Такой песни нет во всем мире! N. † Вăрманта йăвăç пит нумай, юман йăвăç паллăрах. Тĕнчере влаç пит нумай, совет влаçĕ вăйлăрах. N. Советсен Хĕрлĕ çарне тĕнчипеле мухтаççĕ. И. Тукт. † И, çилсем вĕрет, вичкĕн çил вĕрет, хаяр аслати капланса килет. Кĕмсĕртет, кисрет, тĕнчене чĕтрет, патша тĕрмине аркатса тĕпрет. Ib. † И, çилсем вĕрет, вичкĕн çил вĕрет, вăйлă çăмăрсем капланса килет. Ултавах тĕнчи, йăвăр самани пирĕн чунсене тыткăна илет. (Ĕлĕкхи юрă). Ib. Чĕрене кĕрсе вырнаçнă хыççăнах уйăрчĕç-çке пире иксĕмĕре çак тĕнчери тискер этемсем... Ст. Чек. Тĕнчене евкелĕ пулчĕ: тĕнчене пĕлмелле пулчĕ = тĕнчене сарăлчĕ (мĕн çинчен те пусан). N. Тĕнче капла çаврăнать иккен. N. Тĕнчипах йăтăнсанчĕ, тийăн. БАБ. Пăсташ тасатакан хамăр патрах килсе кĕчĕ. Пĕркун тĕнче тăрăх (повсюду) икĕ эрне шыраса та тупаймарăмăр (такого человека). Никит. Тăта хăшĕ-хăшĕ тĕнче вĕçне çитрĕмĕр пуль тесе хăраса чĕтресе çеç лараççĕ (в засуху). Полтава 72. Тĕнче сасси мĕскĕне илтĕнмесĕр юлас çук. П. Пинер. Ухмаха тĕнче тикĕс. (Послов.). Коракыш. Пĕр тĕнче пĕтет, тепĕр тĕнче тухать. (Кунпа каç). СТИК. Эх, тĕнче такки мунча сакки! Альш. Тен çапла лара-лара кайнă ĕнтĕ вăл тĕнче (расселились). Ib. Шăпăр-шăпăр çумăр çăвать: тĕнчисене тикĕс тивет-ши? Тайба-Т. Çак килте камсем пур, тĕнчене тухса çӳренĕ çынсем пур (бывалые люди). N. Топ сассипе тĕнче çĕмĕрлет. N. Тĕнче çĕмĕрĕлсе çеç тăрать. ГТТ. Тĕнчене урлă турттараççĕ. || Орау. Юр та ирĕле пуçларĕ, кураксем те килчĕç, тĕнче киле пуçларĕ ачăсене валли, ак кĕç çула пулать. || НИП. Питĕ хĕвел хытă хĕртнĕ чухне тĕнче выляса тăрат, теççĕ (е: вăрмансем выляса тăнă пек курăнат, теççĕ. || N. Тĕнчене куртăмăр. Всего испытали. || Альш. Тĕнче вăл хăмăшлăхсенче! Раздолье... || Изамб. Т. Епле, туйра тĕнче тапрăра? || Чудак. СТИК. Тĕнче! Эс кăна мар вĕт çын, ыттисен те ачисем саннĕ пекех салтака каяççĕ. Удивительное дело, чай не у одного тебя берут детей в солдаты. || Сред. Юм. Эй тĕнче порнатпăр-ха порнăçа. М. Васильев. Ак мăскара, ак тĕнче! ак тин телей тор парать. N. Тĕнче вĕт! || Общество. КВИ. Анчах вăйлă этем те хăй тĕнчине пăхйнать.

тĕрĕш

встр. в сложении: кил-тĕрĕш, тарăç-тĕрĕш, хурăнташ-тĕрĕш. ÇМ. Кил-тĕрĕш тирпейлесессĕн, тата ĕне, сурăх пăхса усрама пĕлсессĕн мĕне кирлĕ урăх? тетчĕç. Ст. Яха-к. Эсĕ çавах та ун çине пĕртте çилленмесĕр пăхса пĕр-пĕринпе, килĕш-чиккипе, пур хăна-ханарпа, пĕлĕш-танăшпа, хурăнташ-тĕрĕшпе чипер лайăх çураçтарса лăпкă усра. (Моленье киремети).

тĕрлĕ

разный, различный, разнообразный, всевозможный; всякий. А.-п. й. 94. Шурă халат тăхăнса, тухтăр пекех тумланса, сарă чăматан йăтса, тĕрлĕ кĕленче хурса, ĕне хӳрине чиксе, хуллен утать хулана. Чăв. юм. 1919. Шыв хĕрринче чăнахах та тĕрлĕ çĕртен тухатмăшсем пуçтарăннă. N. Чăвашсем хĕлле тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕ пурнаççĕ. Кив-Йал. Чăвашла сăмах тĕрлĕ вĕт вăл чыстă. N. Тĕрлĕ кун кунта. N. Манран тĕрлĕ майпа чăвашсен пурăнăçĕ çинчен ыйта-ыйта пĕлчĕ. Кама 30. Тĕрĕксен те çынсем тĕрли пулаççĕ, сирĕн пеккисем те пур вĕсен, пирĕн пеккисем те нумай. N. Тĕрлĕ тĕслĕ чечек. N. Стариксем тĕрли тĕрлĕ калаççĕ. Вишн. 64. Çав сĕтне урпа шывне мĕн чулĕшер илсе хутăштарас пулать-ши? Вĕсене тĕрлĕ вăхăтра тĕрлĕшер илсе хутăштарас пулать. N. Ака (плуг) тĕрли пур. Сред. Юм. Тĕрлĕ кил ăшчикки. (Гов., если в доме не одна семья). N. Пирĕн патăмăрта Кăмаша ятлă пит пысăк вăрман пур. Çав вăрмана тĕрлĕ тĕлтине тĕрлĕ ят хунă. О Японии. N. Хуртсем вĕсем тĕрли пур. Сред. Юм. Пĕр тĕрли кайрĕç онта. Некоторые пошли туда. N. Ку тĕрлĕ, мĕн тĕрлĕ, виç тĕрлĕ, урăх тĕрлĕ. || Неодинаковой продолжительности. Баран. 121. Тĕрлĕ йывăçăн ĕмĕрĕ тĕрлĕ. || Хурамал. Кĕлле тăрсан, кашни тăмассерен харкам хăйне пĕр тĕрлĕ асăнса чӳкленĕ. N. Çĕр салтак çĕр тĕрлĕ калаççĕ. || Юрк. Пĕр тĕрлĕрех пурăнакан çынсем. Ст. Чек. Пĕр тĕрлĕ, ку тĕрлĕ. Ib. Пĕр тĕрлĕ тăратпăр-ха. || Ходар. Чӳклемене вырăсла пурăнакан чăвашсем те тăватчĕç, анчах вăлсем урăх тĕрлĕрех тăватчĕç. || N. Вăл тĕрлех çиленсе ан пĕтер-ха. N. Анчах çав тĕрлĕ савăнăçлă пурăнăç манăн часах улшăнчĕ. Тим. Шурă хурăн ӳсет мĕн тĕрлĕ? Çулçисем çаврака çав тĕрлĕ. Янтик. Аслă вăрманĕсем мĕн тĕрлĕ, çулçисем тăкăнаççĕ çав тĕрлĕ; пирĕн аппа-йысна мĕн тĕрлĕ, пирĕн те пуласчĕ çав тĕрлĕ. || С. Тим. Эх пархатарсăр, пĕрте çын тĕрлĕ хăтланмастăн-ĕçке (çын тĕрлĕ, прилично, пристойно). || Вид. Баран. Ыраш икĕ тĕрлĕ пулать.

тĕрмеш

возиться. Орау. Ун чухне вăрманпа тĕрмешсех тĕнке тухрĕ, урăх ним ĕç те тăвимарăмăр. Сам. 22. Çĕре урлă та пирлĕ сухаласа тĕрмешет. А.-п. й. 17. Кайсан-кайсан, ула йытă уçланкăна тухрĕ те, пĕр хăвăл çăка кутĕнче çăмламас упа тĕрмешсе тăшне курах кайрĕ. || Бороться. || Шибач. Тĕрмеш — вăрçни.

чысла

почитать, почтить. Сиктер. Çĕнĕ тырăпа чӳке çапла чыслаççĕ... || Угощать, потчевать, ухаживать. Сред. Юм. Хăнана лайăхрах чысласа ярасчĕ. Н. Лебеж. † Ай хăтаçăм Иван, ялан чысна чысларăн. N. Тĕпелĕнче арăмĕ чыслать пыллă сăрипе. || Принять. А.-п. й. 76. Нуша тусăма какай та пулин пĕçерсе çитерер, пирĕн ăна чыслама урăх нимĕн япала та çук,— тет.

чик

совать, всовывать, сунуть; втыкать, вонзать всаживать. N. Хутаççа чик. N. Виç çĕр тенкĕ укçа чиксе кайрĕ. Салагаево. Пашалу çине тăвар, кăмрăк чикĕççĕ. N. Çынни пилĕк çĕр тенкĕ укçана илсе чикрĕ, тет те, юлташĕ патнелле уттара пачĕ, тет. Орау. Кĕпине чĕркуççи айне хĕстерет, çĕввине кĕпи çумне чиксе хурать те, унтан çĕлет. N. Ак эп сана тытса пуçна юр çине чикем. Орау. Кашни аллисене хурана чикеççĕ. Каждый сует в котел руки. N. Турчăка пур çинче алла вута чикмеççĕ. Коли есть кочерга, в огонь руки не сунешь. N. Алăк хушшине ална ан чик, теççĕ. Не суй руки между дверью и косяком. Пазух. 21. † Шур çăмартан çĕвви çук, йĕп чикме те вырăн çук. ТХКА 126. Сарă мăйăр, хĕвелçавнăш кĕсе кĕсе туллиех хĕрсемпеле каччăсем чике-чике тултарнă. Ядр. † Пирĕн ялăн хĕрĕ тесен пар лашуна кӳлсех тух, икçĕр тенкĕ чикех тух, ху тиек пек пулса тух. Çутт. 20. Тĕм кутне пуçа чиксе выртрăм. Кан. Е шетникрен тӳрех аллипе чиксе куçне çăваççĕ. N. Тата эпĕ кунта картăчкă ӳкернĕччĕ те, чиксе çуресе варланса пĕтрĕ. || Вложить. N. Пиçмо янă чух пиçмо çине пĕр кăранташ чиксе яр. || Укунуть. Истор. Вилнĕ çынсенĕн чĕрисене кăларса илсе шыв çине чикнĕ. || Уткнуть. ФН. Пуçне (лицо) çытар çине чикрĕ (уткнул). )| Подоткнуть. Орау. Утиал хĕрне ман аялла чик-ха (подоткии под меня одеяло). || Изамб. Т. Ăна аялти (кто внизу) улăм чиксе парат. ТХКА З6. Çăмахне шăрпăкпа чике чике çирĕмĕр, питĕ тутлă пулчĕ. || Сплести пальцы. N. Аллисене пурнисене хире хирĕç чикнĕ те пырать. || Кодоть. N. Йĕплĕ хулă чикет. Шиповник колется. N. Ĕç хытă та, çавах та чикмест, теççĕ. Работа жестка, но все-таки не колется. Ск. и пред. чув. 112. Йĕп чиксе те куç курмасть. Хоть иголкой (глаз) выколи — ничего не видно. Ал. цв. 6. Унăн тавра куçран чиксен те нимĕн те курăнмасть. Тогаево. Çĕрле полсан шуйтан çурисем темиçен анчĕç, тет те, çак каскана Иван тесе атă пăрисемпе чикме пуçларĕç, тет, чиксен чиксен вара охса карĕç, тет. (Из сказки). Букв. 1908. Чĕрĕпĕн йĕпписем чикнĕ (кололи). Якейк. Çак аякра тем чике-чике каять (что-то колет). N. Пире пĕр эрне хушшинче каçантан икĕ рас чиксе эмел ячĕç. || Приколывать. Кан. Вилнĕ Уçтини кăкăрĕ çумне пулавккăпа икĕ паккет чиксе лартнă. || Зарезать. БАБ. Пĕрне пĕри çĕçĕпе чикес пек тăраççĕ. || Закопать. || Хоронить. Чăвашсем 30. Ун пеккисене чикекен вырăн урăх тĕле тунă. Шурăм-п. Пĕлтĕр унăн матки вилчĕ те, чирĕк картине чикрĕç. Чăв. й. пур. 26°. Якку каланă: кунта мана пĕтеретрем, чикетрем, тенĕ. || Наклонять, опускать (голову, глаза). А.-п. й. 61. Пуçне чикнĕ те, çакăнтах шăнса вилмелле пулать пуль ĕнтĕ, тесе шухăшласа ларнă. N. Пуçне чиксе ларакан пиçнĕ çырла мар-ши çав. ЧС. Пиччесем, инкесем аран пуçĕсене чиксе иртеççĕ. N. Хăлхана ман енелле чиксе, манăн юлашкинчен йăлăннине илтсем. N. Хăраса пĕр сăмах чĕнмесĕр пуçне çĕрелле чиксе тăнă. N. Çынтан ыйтсан, е вăл туса парсан (çырса парсан), вара санăн унта нумайччен чăтса пуçна чиксе пурăнас пулать. Ал. цв. 12. Хуçа пуçне çĕрелле лаш чикнĕ те, шухăшла пуçланă. Образцы 2. † Çук çын хĕрĕ тиейсе пуçра чиксе ан тăрăр. Калашн. 7. Тĕксĕм куçĕсене çĕре чикнĕ вăл. Опустил он в землю очи темные. || N. Анчах çав япаласем çинчен пурне те тĕрĕс, нимĕн хушмасăр, нимĕн чикмесĕр çырас пулать. || Приобретать, наживать. N. Манăн пурăнмалăх пур-ха, укçалла выляса чикрĕм. || Присваивать. Кан. Хăй копператтив пуçлăхĕ пулсан та, укçасем чиксе улталама пăрахмасть. || Повредить кому, поставив его в невыгодное положение. N. Вĕсем пирĕн çынсен айван ăсне-йăвашлăхне курса май килнĕ чух чикме те ӳркенмеççĕ. И Прогулять. N. Тумтирсене сутрăмăр ытлашкине, укçине майрасем патне чикрĕмĕр. || Взять во что. ЧС. Шывĕ çăвара чикме çук, тăварлă. || Девать, прятать, спрятать, упрятать. N. Ăçта чикрĕн эсĕ ăна? N. Чухăн çын хăвăртрах тупăк хуппине витет те, пăтапах çапса лартать, унтан масар çине йăтса кайса, çĕрех алтса чикет. Дик. леб 44. Вăл хăйĕн аллисене чĕрçитти айне чикнĕ. Руки свои Элиза спрятала под передник. N. Алă хуçăлсан алсашне чик, пуç çурăлсан çĕлĕкшне чик, теççĕ. Будет сломлена рука в варежку спрячь, будет раскроена голова в шапку спрячь. N. Унăн ниçта пуçне чикме те вырăн пулман. || Положить. А.-п. й. 76. Нушана пăлтăралла сĕтĕрсе тухрĕç те, пысăк арчана тĕркелесе чикрĕç, унтан пысăк çăрапа питĕрсе илчĕç. Вытащили нужду в севи, положили в сундук, закрыли и заперли. Ск. и пред. чув. 112. Хĕвне çăкăр чикрĕ те... || Удержать в памяти. КС. Ăша чик. || Вкладывать (в голову), принимать к сведению, постигать. N. Кил хуçийĕн халапне пуçа чиксех (очень внимательно) итлеççĕ.

чикĕ

граница, рубеж, черта, межа, край. N. Патшалăх чикки, граница государства. УМ. Пăхаттăмăр тек чикĕ урлă, кураттăмăр урăх тĕнче... КС. Эс мĕшĕн чикĕрен тухса çулатăн (заходишь за границы). Орау. Кучикле выляма малтан çырса тăват кĕтеслĕ чикĕ тăваççĕ. Шибач. Тотар хоçа калать Пикманана: эс, тет, лашасам тăвар, эп, тет, çаран чикки шырама каям. Эпир çур. çĕршыв 22. Пирĕн таврари хĕрĕх ял пĕр вулăс чиккинче тăраççĕ. ТХКА З1. Эпĕ ĕлĕк салтака та кайса килнĕ, чикĕ хĕрринче слушит тунă. Ивник. Анчах пĕр тăшман та ан каç чикĕ урлă,— пограничник ялан вахтăра. Турхан. † Совет Союс чиккине сыхла, савни, ытларах! || Граница между полями двух обществ. Изамб. Т. Пирте чикĕсем пилĕк çухрăмран ытла мар. || Предел. || СПВВ. Чикки çавăнта, путмарĕ çавăнта (пĕр-пĕр япала ялан пĕр çĕре пырсассăн). || N. Пĕре панă сăмаха тума тăрсан чикки çук.

чир

болезнь, хворь, недуг, нездоровье. Изамб. Т. Санăн упăшку мĕнле чирпе вилчĕ? Вишн. 74. Çав чирсемпе пирĕн хушăмăрта пĕри-пĕри чирлесен, пирĕн шыва вĕретсе ĕçес пулать. N. Темле чир килсе кĕчĕ те, тухса кая пĕлмерĕ. Курм. Чир тивсен, когда постигнет болезнь. Туперккульос 17. Чăнах та, чирĕшĕн пулсан (в отношении болезни) пит çăмăл. N. Шупашкар пульнитсинче кашни чирпе уйрăм тухтăрсем ĕçлеççĕ. Слакбаш. Чир тумтиртен те ерме пултарать. N. Унта усал чир нумай, усал чир ан ерт. N. Ах эсĕ мĕнле оçлăн-ши вăл чиртен вара? Капк. Вăл вара, кăмăлĕ хуçăлнипе, чире ернĕ. Изамб. Т. Виçĕм кун чирĕпе (вследствии хвори) хирте çĕр каçнă, тет. || Якейк. Ха сан тоту çине кĕçĕр чир сыснă-çке (= тотая пĕчĕк хăмпуллăскерсем сап-сарă чир тохса ларать). || Беда, несчастье. КАЯ. Мĕн пулнă тата? – Чир пулнă-ха, кунта ав аккуна урнă йăтă тулланă. || Заблуждение (?). Юрк. Вăл шухăш вĕсенĕн пĕлмен чирĕ анчах. || Язва. || Эпидемия. || Употребляется в чувашизмах. Хурамал. Пĕрер кăчкăрнă сасă илтсессĕн, калаççĕ: хăшĕ чирĕ кăчкăрать унта, теççĕ. Б. Олг. Кам чирĕ онта кăчкăрат, тохса пăхмасăр, тет. Ib. Ман кам чирĕ каяс-ха! Поскилте çын çок-и мансăр пуçне? Халь çынсам килте, топма полат урăх çына. Васильев. Тем чир, манăн ĕç ăнмас. Якейк. Чир ту хăть, каламасть. Хоть его зарежь, ни за что не скажет. N. Кам конне чир тивет (смирного). Кан. Ах тур, мĕн чир шăмми ку? Что это за кость. || Юрк. Ырă ялĕ хамăр ял, йăлăм вырăнне йăмри пур, Атăл вырăнне кӳлĕ пур, чул çурт вырăнне чирĕ пур.

чун панчи

чун патĕнчи, милый, близкий сердцу. N. Манăн сиртен пуçне урăх çук чун панчи тăван. Юрк. Ăшă кăмăлна пĕлсе сана чун пăтĕнчи çыннăм тесе хисеплеттĕм. Ib. Чун патĕнчи племянникĕ. || Сокровенный. N. Эпĕ сана хамăн чун патĕнчи сăмаха каласшăн. N. Вăл вĕсене чун патĕнчи шухăшсене кала кала кăтартнă.

хĕрт-сурт

хĕрт-сорт, назв. духа. Моркар. Праздник в честь „Хĕрт-сорт“. У язычников чуваш между другими божествами было божество, наблюдаюшее за домом, которое чуваши называлн „хĕрт-сорт“, что соответствовало русскому „домовой“. „Хĕрт-сорт“, по верованию чуваш, жил в избе на печи. В честь „хĕрт-сорт“ в году раз чуваши делали праздник, о котором я здесь и хочу рассказать. Этот празник делали в ноябре или позже, смотря по удобству. Сваривши полный котел полбенной каши, накладывали часть каши в деревянное блюдо и, сделав ложкой в середине блюда с кашей лунку, клали туда скоромного масла. Потом, обернув блюдо кругом белым чистым полотенцем, ставили на стул перед столом. После этого бралн лепешку, нарочно испеченную для этого случая, одна половина которой была разрисована ложкой, другая гладкая, и, отломив разрисованную половину, клали на стул около блюда с кашей, а другую половину ва стол для еды. Сделав это, накладывали из котла половину оставшейся каши в блюдо и ставили на стол. Потом все вставали на ноги и стояли лицом к растворенной двери. Старик, хозяин дома, брал шапку под мышку и с хлебом в руках, говорил: „Хĕрт-сорт, молимся тебе и приносим пищу, прими ты нашу молитву с благоволением. Храни нас в весь дом ваш от всякого зла, мы молимся тебе, помилуй нас“. После этой молигвы все садились за стол обедать. После обеда блюдо со стула с лепешкой ставили на печь и вокруг блюда ставили ложки, упирая на край блюда. Все это до следующего утра оставалось на печи, а утром кашу согревали и ели с лепешкой. Кроме этого „хĕрт-сорту“ всегда кидали на печь по три маленьких кусочка от каждой приносимой в дом гостинца, только после такого обряда ели гостинцы. При несоблюдении этих обрядов и почттаний „хĕрт-сорт“ сердился на жителей дома и пугал их по ночам. М. Сунч. Чăвашсем: хĕр-суртсăр кил пулмаст, теççĕ. Хĕрт-сурт пулмасан телей те пулмаст, тет. Хĕрт-сурт вăрçа тавраша юратмаст, тет. Хĕрт-сурта пилĕк çулта пĕрре чӳклеççĕ: вара вăл çынна çав каç анчах курăнат, тет. Хĕрт-сурта çур-çĕр тĕлĕнче пăтă пĕçерсе çапла каласа чӳклеççĕ: „Е пĕсмĕлле хĕрт-сурт сана асăвса чӳклетпĕр; кил-йыша çăмăллăхне пар, çукне пур ту. Килтен çиленсе пăрахса ан кай, мĕн панине ил, чӳк, çырлах, амин“. Çапла чӳклесе пĕтерсен, кăмака çине хĕрт-сурт валли кашăкпа пăта ăсса ывăтаççĕ те, вара хăйсем çиеççĕ. Вара çав каç хĕрт-сурт кăмака çинче кĕнчеле арласа ларат, тет. Вăл хăй шур тумтирлĕ, вăрăм çӳçлĕ, тимĕр шăллă, тет. Ир енелле хĕрт-сурт арланине, кĕнчелине хăех илсе каят, тет те, ăçта та пулсан пытарса, вурса, каллех кăмака çине килсе ларат, тет. Ĕçке-çике кайса ӳсрĕлсе килсен, çапла калаççĕ вара: „Тавсе, хĕрт-сурт, ĕçсе ӳсрĕлсе килтĕм, ан çиленех“, теççĕ. Ют ялтан кучченеç парса ярсан, чăн малтан хĕрт-сурт валли кăмака çине хурса ывăтаççĕ. Хĕрт-сурта авал пит хисеплесе пурăннă. Собр. Кирек кам килĕшĕнче те хĕрт-сурт пур, теççĕ. Хĕрт-сурт кăмака хыçĕнче пулсан, килте пурăнас килет, теççĕ; çавăнпа кучченеç илсе килсен, ăна малтан парахса параççĕ. Хĕрт-сурт уйра пулсан, уйра пурăнас килет, теççĕ; çавăнпа тыр вырса тавăрăннă чух, пĕр çурлине тыр кутнех пăрахса хăвараççĕ, унпа хĕрт-сурт вырат, теççĕ. N. Хĕрт-сурт ĕмĕрех кăмака умĕнче пурăнат, тет. Кăçта хĕрт-сурт пур, вăл килте питĕ лайăх, тет. Пурнăç та малалла каят, тет. Килĕшчиккинче вăрçă таврашĕ тухмаст, тет. Пăртак макар-мăкăр тусанах, тарат, тет. Çав хĕрт-сурт писсессĕн вара пурнăç пĕре те малалла каймаст, тет. Хĕрт-сурт ан сивĕнтĕр тесен, кашни ютран кученеç килмессайран пӳртĕн тăват кĕтессине кученеç татса пăрахмалла, тет, тата пăтă пĕçерсе йĕри-тавра кашăк хурса кăмака çине лартмалла, тет, вара хĕрт-сурт иленет, тет. Хĕрт-сурт вăл хăш-пĕр килте кăмака умĕнче ватă карчăк пулса кĕнчеле авăрласа ларат, тет. Çавăн чухне анчах кураççĕ, тет, ăна. N. Ĕне картинче хĕрт-сорт пурăнать, теççĕ. Кăмака çинче хĕрт-сорт амăшĕ пурнать, теççĕ. N. Сурхури çите пуçласассăн, пăтă пĕçĕрсе чăкăтпа картара хĕрт-сорта чӳклеççĕ. Хĕрт-сорта чӳклесессĕн выльăх хунаса каять, теççĕ. N. Хĕрт-сурт арласан кайран алă ĕçĕ ӳсĕнет, теççĕ. N. Кăнчала арланă вăхăтра, как çăвăрма выртнă чух, кăнчалаççия пĕрене çумнелле сĕвентерсе тăратсассăа, хĕрт-сурт арлать, теççĕ. Бгтр. Пĕр хĕр каçпа тола тохнă, тет. Тохна чох, кăмака çинче темскер шорăскер порччĕ, тет, кĕнĕ чох тимĕр йĕкепе пăтьăр! пăтьăрI тутарса кăнчала арласа ларать, тет. Ку хĕр часрах вырăн çине хăпарчĕ, тет те, пĕркенсе выртасшăнччĕ, тет. Çавăн чохне. Хĕрт-сорт йĕкипе вăрăн! тутарчĕ, тет. Йĕки хĕре сорамĕнех (= çурăмнех) тиврĕ, тет те, хĕр макарсах ячĕ, тет. ДФФ. Пирĕн анне ĕçкерен тавăрăнсан, пӳрте кĕрсенех: „Хĕрт сурт, тавăссе, ачам-пăчам, тавăссе!“ тесе чĕнетчĕ. ЧС. Хĕрт-сурт писнĕ, тет, çавна кӳртетпĕр. См. сĕрен. Янтик. Килте-çуртра хĕрт-сурт çук. (Так говорят, когда нет порядка в доме). N. Хĕрт-сурт вăл почти кашни çуртра пулат, теççĕ. Хĕрт-сурт пăттине чӳк илсе килмен çынна çиме юрамаст, теççĕ. Хĕрт-сурт вăл хĕр-арăм, теççĕ, вăл шап-шарă кĕпепе, сурпанпа кăнчала арлат, теççĕ. Хĕрт-сурт кăнчала арлани курăнсан, çурт малалла каят, теççĕ. Ала 66°. Унтан вара картишне тухаççĕ. Картишĕнче туй халăхĕсем çапла юрлаççĕ: „И тав яшкăра çăкăра, и тав ĕçкĕре-çикĕре, эпир те ĕçнĕ-çинĕ вырăнне сĕт кӳлĕ пулса юлтăр-и, эпир те пуснă вырăна хĕрт-сурт та пусса юлтăр-и. С. Алг. Çĕнĕ пӳрт тусан, çын вилсен, çемье чаксан е ӳссен каланă: „Ей турă, лайăх ыр хĕрт-суртăмпала пурăнмалла пултăр, çырлах, амин“. КАЯ. Эй, хĕрт-сурт ашшĕ амăшĕ, сире хĕрт-сурт урлă кĕл тăватпăр. Кăмака çинчи хĕрт-сурт çак ачана чĕртсе çӳремелле тусам. (Из моленья). Б. Олг. Авал той тунă, он чуне каланă: хĕрт-сорт, эс те çырлах, тенĕ. N. Урăх пăта кирлĕ мар ăна, вир пăтти анчах. Пăтă пĕçерсе антарсан, ăна кăмака умĕнче чӳклеççĕ, ак çапла чӳклеççĕ: е, пĕсмĕлле тăватăп, пуççапатăп, çырлах, ырă хĕртĕм суртăм, вырăнлă пул, киле чипер пăхса сыхласа усра, вырăнтан куçса ан çӳре, вырăнла пул, çырлах, сыхла, усра, тесе... Вăл хĕрт-сурт паттине никама та ютсене çитермеççĕ. Вăл хĕрт суртран та пит хăраççĕ. Бугульм. Эпир ларнă вырăна хĕрт-сурт ларса юлтăр-и; эпир пуснă вырăна тивлет пусса юлтăр и... (Благодарственная песня за угощенье). Изван. Çак кинĕн хĕрт-сурчĕ çак киле-çурта килсе вырăн йышăнтăр. (Моленье в „Çĕн çын яшки“). Н. Седяк. Хĕрт-сурт- — вăл çуртри суя турă, покровитель всего дома. Чӳк тунă чух ăна асăнса кăмака çамкине çурта çутаççĕ. Унтан ĕçеççĕ. Хăнаран таврăнсан: „Тавăсе, хĕрт-сурт“, теççĕ. Чуратч. Ц. Пӳртре хĕрт-сурт пурăнать. Пӳрт ашчиккине лайăх усратăр тесе, чăвашсем ăна пăтă чӳклеççĕ. Вĕсем хĕрт-сурта, кăнтарла çынсенчен хăраса пăтă çиме пымасть, теççĕ. Çавăнпа, каç пулсан, пĕр чашăк çине антарса сĕтел çине лартса, унта ярчченех хăвараççĕ. Вара хĕрт-сурт çĕрле пăтă çисе каять, тет. Разум. Хĕрт-сорт — камака хуçи. Кучченеçпе килсен первайхи турамне параççĕ уна. Тав тăваççĕ. Кашнă çын кучченеçпе килсен, ăна первайхи татăкне параççĕ; ун чухне çапла калаççĕ: „Кучченеç килех тăтăр, эпир çиех тăрар“. Çулă пăтă туса, уна кăмака çине параççĕ. Сред. Юм. Хĕрт-сорт тарнă. (Говорят, если в доме нет порядка: не убрано, не поправлено, не чисто и вообше во всем видна оплошность). Ib. Витере танă лаша çилхи моталанса пĕтсен: хĕрт-сорт çивĕтленĕ, теççĕ. Янтик. Ман килте хĕрт-сурт лайăх пурнать пулмалла, выльăхсем пурте тĕрĕс, аван пурнаççĕ. НТЧ. Юсманепе пашалуне вунă-вунпилĕк кашăк хураççĕ, вара хăйсем çывăрма выртаççĕ. Вĕсем хĕрт-сурт хăй йышĕпе çĕрле тăрса çиет, теççĕ. Вăл çĕр вĕсем нăмай лармаççĕ. N. Вара хĕр амăшĕ кучченеçе тата кашни кĕтесе пăрахать: „Хĕрт-сурта, илемне кӳртсе тăракан турра!“ тет. N. Татах салам парат (молодушка) хĕрт-сурта, хăрах урипе чĕркуççипе лара-лара виç хутчен. См. Магн. М. 95, 96, 167.

шавлашкала

учащ. ф. от шавлаш. Альш. Малтан, килтен тухсанах, урамра пĕр-пĕрин тĕлĕнче шавлашкаласа, мĕн туса тăраççĕ. Ib. Уччилние урăх çĕре куçармалла тесе шавлашкалаççĕ те-ха, куçараймаççĕ тата темĕншĕн.

шакăр

подр. дробному стуку. См. МКП, 87. М. Яуши. Сыс, качака! тесе калать тет те, качаки шакăр, шакăр пăх сыссăрĕ, тет. Сред. Юм. Пĕр ывăç пăхăр окçа шакăрр кăларайса тăкрĕ. СТИК. Шута хăяккăн тăратсан, шăрçисем шакăрр тăваççĕ. || Подр грожоту валунов, передвигаемых морской волной по каменистому дну (близ берега). Трхбл. || Исключительно. N. Шатăксене пăхрăм та, шакăр çара шăмăсене курса каяйрăм. || Сплошь. Букв. 1886. Тăррисенче шакăр мăрьесем лараççĕ. НИП. Кунта (Шеме хирĕсенче) ĕлĕк хирсенче шакăр этем шăмми выртнă çиялтах, вăл шăмăсана пĕр вырăс патши пуçтарттарса чиктернĕ. || Сразу. БАБ. Шакăрах ура çине тăчĕç те тухса кайрĕç пирĕн патăмăртан. N. Пур çын та (все) шакăрах ура çине сиксе тăчĕç (шумно вдруг повставали с мест). Орау. Атьăр, атьăр, ачасем, ан тăрăр, çынсем курсан: ха, урлав Иванин ачисем шакăрах тăраççĕ,— тийĕç (когда жнут). КС. Палумми шакăрах ларать (много). СТИК. Кашăка шакăр салма кĕрет (кашăка темĕн чухлĕ салма кĕрет). Трхбл. Шакăр салма (салмаран пуçне урăх нимĕн те çук, пĕр шыв та салма кăна). Шорк. Пурте урама тухса ларнă, шакăр лараççĕ.

шалалла

по направлению вовнутрь. N. Урăх шалалла каять, çырмастăп. Микушк. Тата шалалла каят пулĕ-ха вăл: вăкăр-тына ыйтмаст-ши вăл, тет (т. е. божок требует, пожалуй, еще чего-то большего). Б. Яныши. Шыв ĕçнĕ майпа вăл шалтан шалаллах шывалла кĕрсе кайнă та ишме пĕлмесĕр пута пуçланă. А.-п. й. 68. Кĕлет алăк айĕнчи кушак шăтăкĕнчен шăвăнса кĕчĕ, тет те, шалалла, çăнăх ырçи ăшне кĕрсе ларчĕ, тет. Ст. Шаймурз. Кĕсем хĕре лартнă та, ачана лартмасăр шалалла тĕртнĕ янă.

шапала

назв. игры. Николаев. (Ставр.) Шапала. Вылякансем сак çине йĕркерен ларса тухаççĕ. Иккĕн пуçлăхсем пулаççĕ. Пĕр пуçлăхĕ кĕленче çăмартана кашнин чĕрçи çине хунă пек туса тухать, анчах пĕрин çине никама кăтартмасăр хурса хăварать. Тепĕр пуçлăхĕ кам чĕрçи çине хунине пăхса тăрать. Хураканни тепĕр пуçлăхĕнчен кĕленче çăмарта кам чĕрçи çинчине ыйтать. Леш пĕлеймесен, ку каллех хурса тухать. Унтан каллех тепĕр пуçлăхĕнчен çăмарта камрине ыйтать. Леш пĕлсессĕн, камăн чĕрçи çинче çăмарта пулнă, çав тухать. Ун вырăнне пĕлекенни ларать. Унтан тухаканни хай хума тытăнать. Ĕлĕк пытарса çӳрекенни халь пĕлекенни пулать. Пĕлсен хăй ларать. Хума урăх çын тухать.

шатлаттар

понуд. ф. от шатлат; стучать, щелкать, хлопать (напр., дверью). Кан. Çынсем пĕр алăкран тухса тепĕр алăка шатлаттарса кĕрсе çӳреççĕ. N. Алăка шатлаттарса хупса хăварчĕ. ТХКА. 103. Кашкăрсем шăла шатлаттарса улаççĕ. Ib. 64. Пĕринче темле тискер кайăксем шăлĕсене шатлаттарса улаççĕ çав. Ск. и пред. чув. 34. Тепĕре ури тупанне, пĕççи айĕн çаптарса, шатлаттарса илет те... || Палить (из ружья). Шурут-Нурăс. Янгилъд. Микита часрах пăшала авăрларĕ те, тукмака тĕллесе каллах шатлаттарчĕ. || Шагать. Кан. Урăх нимĕн те шарламарĕ, таçталла шатлаттарчĕ.

шыран

беспокоиться, хлопотать. СПВВ. Ан шыранса çӳре. Не хлопочи, не беспокойся. N. Ăçта та пулсан Дунай шывĕ патĕнче е урăх çĕрте шыранса çӳренĕ. N. Эмелçĕн хăйĕн те суран пулас пулсассăн, унăн суранĕшĕн шыранăттăн-и эсĕ? N. Иван калать: хура çив, пит лайăх пӳрт илесчĕ-ха, эсĕ кайса шыранаймăн-а?“ тет тиллине.. Тилĕ калать: чим-ха эппин, эпĕ малтан патша патне кайса килем, вара патша хĕрне парсан, пӳрт шыранмалла пулĕ вара, тет. N. Юрату хăйне асла хумасть, мăнкăмăлланмасть, йĕрĕнмест, хăйшĕн шыранмасть. || Юрк. Урăх ан шыран, атте-анне ятне ан яр. || Подкапываться, подыскиваться. Уганд.

шутар

понуд. ф. от гл. шу. ЧП. Лашамах та начар, çулĕ хура (снегу нет), епле шутарам-ши çунана. N. Çунана лупас айне шутарса кӳртрĕç. Сунт. Вăл килнĕ чухне çил те, тăман та пулман, йĕлтĕрпе çăмăл пулнă шутарма. N. Урисене темскер шчутка пекскерне тăхăнса янă, каллĕ-маллĕ шутарса çӳрет. Надел на ноги нечто похожее на шетку и елозит по полу. || Идти. А.-п. й. 42. Калаçса татăлчĕç те хайхисем, шутарчĕç ял вĕçнелле. || Удрать. N. Хайхисем купăста вăрри илсе килесси пуçĕнче те çук, урăх çĕрелле шутара пачĕç, тет. Сред. Юм. Хăвăртрах тôхса шутар эс контан (удирай), аттô патак лекет. Турх. Çук, çапах та килелле шутарас пулать (удрать). СТИК. Çав çын вăрăсене шутарнă, теççĕ (проводил в другое место, избавил их от преследования). || СПВВ. Шутарса калать (ласково, чтобы обмануть).

шуйттан

шойттан, чорт. Сред. Юм. Шуйттан качака полса çӳрет, тет. (Народное поверье). N. Чипер вилĕмпе вилмен çыннăн чонĕ шуйттана каять, тет. N. Шуйтан çури ачана кĕмĕл çĕрĕ парса янă, тет. Орау. Шуйттана ăна пĕлеймĕн! Ib. Унта упа мар, шуйттанĕ те пуль. Там не только медведь, а наверное, и всякое зверье есть. ГТТ. Шуйттан та пĕр калаçаççĕ. Чорт знает, чего не говорят! Ст. Чек. Таçта шуйттана кайса кĕчĕ. Куда-то запропал. N. Вара матроссем шиклене пуçланă, хăра пуçланă. Таçта шуйттана илсе килчĕ, нимĕнпе те киле тавăрнса кураймăпăр ĕнтĕ, тесе шухăшла пуçланă. N. Шуйттан тума килет вăл. За чортом она пришла, т. е. так, зря. Шорк. Такам шойттанĕ (какой чорт) хошрĕ мана он çомне çыпăçма. || Употребляегся в бранных выражениях. Сред. Юм. Вăрăм çынна çиленнĕ чохне шуйттан кĕвенти тесе вăрçаççĕ. Йӳç такăнт. 24. Кай кунтан, шуйттан кĕвенти! Орау. Шуйттан кĕвенти вăл, пĕре çапсан лапчăтсах хурĕ. N. Ăх, шуйттан калти, çавă та путлĕ çын пулсан! (Говорят про третье лицо). N. Е, шуйтан чĕри! Те çакна çырнăран, те урăх япаларан — халĕ эпĕ лăплансах карăм пек. Якейк. Йăван шуйттанĕ хăйма çинă поль-хе! Çĕнтерчĕ 57. Шуйттан этемми, Якур! Орау. Тем шуйттан шăтăк алтса хунă кунта. Трхбл. Шуйттан чухне туса пĕтеретнем ăна! || Прозвище мужч. СТИК. Шуйттан Микити.

шон

шун, тесать, расщеплять, сдирать слоями, сдирать кору. См. çун. В. Олг.— Шон, а в друг. Местах — çун. Зап. ВНО. Шон, облупить бревно, дерево. Ib. Копăста тонине шонас. Малт. шк. вĕр. фиç. 137. Епле тимĕре шăтараççĕ, шунаççĕ, винттăлатаççĕ, сыпаççĕ, тата урăх евĕрлĕ улăштараççĕ.

шухăш

шохăш, мысль, дума, намеренне, мнение, убеждение. Капк. Ăш вăркать. Пĕр шухăш пуçран тухма пĕлмест. Юрк. Вăл шухăшна эсĕ пăрах, пуху таврашĕ ан пуçтар. В. С. Разум. КЧП. Манăн шухăш килелле те, вăрманалла та, унталла та, кунталла та. Ал. цв. 17. Хĕре ашшĕ патне çыру çырма, хăй çинчен хыпар яма шухăш кĕрет. НИП. Кĕçĕр темĕскер шухăшсемпе ăйхă вĕçрĕ, çĕрĕпех канăçлă çывăраймарăм. N. Унталла-кунталла пăхкаласассăн, нумай шухăш кĕрет. N. Шухăша вылятса тăрас пулмасть. N. Унта мĕн каласа çырнă, çавна чипер шухăша унталла-кунталла ямасăр итлесе тăрас пулать. ГФФ. Порнтăм-порнтăм порнăçне, кĕрсе карăм шохăша. Жил я, жил и нажил себе (тяжелую) думу. Хош-Çырми. Вуникĕ те чĕкеç — пĕр кашта, йорласа йоррисем пĕтмерĕç; тăванпала тăван тĕл полсан, калаçса сăмахсем пĕтмерĕç: шохăшĕсем чĕре çомĕнче, сăмахĕсем чĕлхе вĕçĕнче. Двенадцать ласточек, сидевших на одном шесте, пели нескончаемые песни; когда встретились двое родных, у них пошли нескончаемые разговоры: их думы в сердце, а их речи на языке. Пазух. 74. Ĕлĕк вылянисем, ай, кулнисем халĕ тăрса юлчĕç шухăша. ГФФ. Пирĕн ĕмĕр иртсе кать (= каять) шохăшпа хойăх хошшипе. Весь век ваш проходит в думах и заботах. (Иэ старивной песни). Ашшĕ-амăшне. Пăртак тăр-ха, Кĕркури пичче, хĕрӳсем урăх шухăш тытĕçĕ (передумают), вĕсенĕн те чĕрисем чулах мар-тăр-ĕçке. БАБ. Çавăн çинчен шухăша килсе кĕрсенех (когда я об этом вздумала), манăн та тепле юмăçа вĕренессĕм килчĕ, терĕ, тет. Сборн. по мед. 77. Ахаль пулсан, вăл шыв ăшĕнче çавăн пек япаласем пур тесе нихăçан та шухăша та кĕрес çук. N. Çӳресен-çӳресен, темĕскер шухăша килчĕ курăнать. Лашм. Çамрăк пуççу ватта, ай, юлсассăн, юрă сĕви кать (= каять) шухăша. Юрк. Паллă, малтан эпĕ ялан хам çырăва хирĕç санран хыпар кĕтсе тăрсаттăм; кĕтсе-кĕтсе те илмесен, темĕн пысăкĕш шухăша юлтăм. ЧП. Вăрăм шухăш, йăвăр хуйхă. N. Ман шухăшпа, по-моему мнению. || Желание. N. Вăсен шухăшне тăваймăн. Их желаний выполнить нельзя. N. Унăн шухăшĕсем çитмен. Янтик. Хуть çуна пар, хăта, хуть пылна пар, кил шухăшĕ ӳкрĕ пил çине (хочется домой). Завражн. Манăн халь сăра (ерех) шохăш мар. || Решение. Собр. Ларсан-ларсан, пурте пĕр шухăш шухăшласа илетпĕр (принимаем общее решение). N. Вăл ун çинчен куççулĕпе йĕрсе ыйтнă пулин те, ашшĕ шухăшне çавăрайман. || Забота. Ст. Шаймурз. Хамăр пуçа шухăш ӳксессĕн, авăнтăмăр хура çĕлен пек. || В. Ив. Ăна таçтан шухăш кĕнĕ (образумился).

шăмăрлăх

вред? N. Онтан шăмăрлăхран пуçне урăх ним те кориместĕн. Шашкар. Шăмăрлăх туса анчах порнать вăл. Только мешает во всем в жизни.

шăмпăр-шампăр

подр. звуку, производимому ногами, когда лезешь в воду. ЧС. Хамăр (а сами мы) шыва шапа пек шăмпăр-шампăр тутарса сиксе карăмăр. Альш. Майра шăмпăр-шампăр тăват та, çавăнтах (в воде) вилнĕ. Шел. П. ЗЗ. Унта тата урăх та питĕ нумай улăхра: йăлтăр-ялтăр кӳллисем, шăмпăр-шампăр пуллисем. См. МКП. 76—77.

шăрчăк

особый род мотушки ниток, крестообразное наматывание ниток на веретенно при пряже. В. Олг. Толст. Çав пар карнă хашака шăрчăк теççĕ. Петрунка. Шăрчăк çиппи — хура çип, шăрчăклама час пулмас. Хурамал. Вăрăм çипе пӳрнесемпе шăрчăк турăм (чăркарăм). Н. Седяк. Шăрчăк — алă çине çип чăркани. СТИК. Вăл шăрчăк хывса авăрлат. Она прядет, наматывая отдельно на веретено в нескольких местах. Сред. Юм. Кĕнчеле арланă чохне йĕке çине пăртак арлаççĕ те, тепĕр хут ал çине шăрчăк хорса, ал çинчен еке çине хытарса çăмхалаççĕ. Питушк. Шăрчăк — йĕке çине çăмхалани. Ib. Шăрчăк сӳтмелле тавлашаççĕ. Хăшĕ кая юлаканне пуçран шаклатать; „каска айне пултăн!“ тесе. Городище. Шăрчăк акă мĕн вăл. Йĕкене авăрласа тултарсан, тата нумайрах çип кӳртес тесе, урăх йĕкепе пĕчĕкçен авăрласа тултараççĕ. Сăмахран, Альтя виç шăрчăк авăрланă, теççĕ. Чăв. к. Шарчăк — пĕр татăк кустарса хунă çип е ука. Ст. Чек. Шăрчăк ука шăрчăклă пулат. Чăв. к. Саккаслатса çӳçме кастартăм, çинчен шăрчăк ука кустартăм. СПВВ. Урам урлă каçнă чух ылттăн ука шăрчăкĕ эпĕ тупрăм. Тайба-Т. Тăри тăрса вĕçрĕ куртăр а, утăрсе утланса чупрăр-а; çакă ял хĕр-сăри килчĕ — куртăр-а, ĕçĕрсе пăрахса чупрăр-а, шăрчăкăрсе татса ырăр-а. Ст. Чек. Кĕрӳ ларакансем шăрчăк татнă, кăчухне кĕр çĕкленĕ, теççĕ.

шăтăк

щель, отверстие, дыра; нора, берлога. Капк. Алăка питĕрнĕ. Ăçтан кĕме пултарĕ-ха? — Шăтакран.— Мăн чĕрчун кĕмелĕх шăтăк пулсассăн, пирĕн хваттер сивĕ пулĕччĕ. Сивĕ мар-çке! А.-п. й. 68. Кĕлет алăк айĕнчи кушак шăтăкĕнчен шăвăнса кĕчĕ, тет те, шалалла, çăвăх ырçи ăшне кĕрсе ларчĕ, тет. N. Ман кутăм çап-çутă. (Кĕмĕл шăтăкĕ). N. Кăмака шăтăкĕ, печурка. Орау. Манăн халь те пыр шăтăкĕ тулчĕ ĕнтĕ, урăх анмасть. Мне уж в глотку не лезет. N. Çанă шăтăкĕ, пройма. N. Вал шăтăкĕ, вĕрен шăтăкĕсем, вĕт кĕрпе шăтăкĕ, кĕрпе сăмсипе хывăх шăтăкĕ, кĕрпе çăнăхĕ шăтăкĕ, кĕрпе шăтăкĕсем, çил шăтăкĕ, çу ямалли шăтăк, вăта çĕрти чул шăтăкĕ, хывăх шăтăк, шултăра кĕрпе шăтăк — кашта шăтăкĕ, шăрт шăтăкĕ. Якейк. Çĕлен шăтăка çимен конче кĕрет. Оп. ис. ч. 1. Ку шăтăк çĕлен пурăнаканскерех-ха. Это, смотри, змеиная нора. А.-п. й. 61. Çĕлен-калтасем, ниçта кайса кĕреймесĕр, ăçта шăтăк пур, çавăнта кĕре-кĕре пытанаççĕ. Ib. 14. Акă пĕррехинче вăл хăй шăтăкĕнчен тухрĕ те, кама та пулин хирĕç пулмăп-и-ха тесе, вăрманпала утса çӳрет. Ib. 19. Ула йытă малтанах хăйĕн çĕвĕ тусне упа шăтăкĕ патне ертсе кайрĕ. Лап-к. Çитсен кашкăр шăтăк турĕ, тет, сат картине. А.-п. й. 34. Аякрах та мар пыракан тилĕ вăшт! анчах чăмать пĕр шăтăка. Ib. Пăхаççĕ: сăвăр шăтăкĕ. Пуçлаççĕ хайхисем чавалама çак шăтăка. 93 çул 80. Ăна хăма çине хунă, пуçне мăй таран шăтăк ăшне чикнĕ. Могонин. Çырмасене, шывсене, шăтăксене, тăвайккисене усал илнĕ. N. Витĕр-витĕр темиçе шатăк пулса пĕтрĕ. Янтик. Шăтăк аяла аннăçеммĕн тăвăрланать, çӳлелле ухнăçеммĕн (= улăхнă çемĕн) аслăланать. П.-Пинерь. Шухăшламасăр: тарăн шăтăка тухăп, тесе, ан сик. Н. Лебеж. Шалçине лартрăм, шăтăкне туртса илтĕм. (Загадка). N. Çӳлте те шăтăк, тĕпĕнче те шăтăк, варринче вут. (Сăмавар). Орау. Ку шăтăка тултарса тӳрлетĕр. Заровняйте яму. Ib. 37. Пырать пĕр хăмăр тилĕ йăпăртатса вăрманпа. Ун çулĕ çине сунарçă шăтăк алтса хунă пулнă. А.-п. и. 77. Пĕр йăвăç тĕмĕ айне пысăк шăтăк алтрĕ те, арчана тĕртсе йăвантарса ячĕ. Выкопал яму под одним деревом и скатил в нее сундук с нуждой. Орау. Нушникĕн шăтăкĕ питĕрĕннĕ те, çӳлтен юхса анакан шыв аялти хутри хăваттирсене тухса пĕтĕмпе шыва янă. || Могила. ТХКА 73. Анне мана: ачам, эпĕ вилеп, ман шăтăк çинчи тăпрана пырса тӳрлет вара эсĕ, тет. КВИ. Вилнисене пуçтарчĕç. Шăтăк чавма тытăнчĕç. В. Олг. Шăтăк алтма каятăп. ЧС. Çутăлсан вара хăшне шăтăк алтма ячĕç, хăшĕ тупăк тума тытăнчĕç. || „Преисподняя“. Кан. Шăтăк тĕпне анса каях хăвăн кавалериюпа. В. Олг. Таста шăтăкра порăнат вăл. N. Укçасăр манăн çта шăтăка каяс-и? Ск. и пред. чув. 46. Ăçта шăтăка тарчĕ Микита. Юрк. Пĕчĕкçĕ кăна пуркăм пурччĕ, илсе кĕрсен акă çакăнта хурсаттăм, таçта шăтăка çухалчĕ. || N. Малти шăтăк. || Ямочки при игре в шар. СТИК. || СТИК. Ку укçа шăтăксене саплама та сахал, эсĕ пуйрăн тесе тăратăн. Шăтăка саплас тени парăма тӳлес тени пулать. || Дырявый. Каша. Шăтăк-шăтăк шăналăк, шăна кĕмин — лайăхчĕ. ЧП. Шăтăк кимĕ килет. Юрк. Çĕнĕ сăмавара шăтăк сăмавар тетĕн, ак кунтан тултар. Ск. и пред. чув. 77. Каларĕ вăл еррипе карчăк енне çаврăнса: çамки шăтăк — хупăнмĕ, чĕри татăк — сыпăнмĕ. || Переносно — с изъяном, глуповат. N. Он тăрри шăтăк. Капк. Шăтăк тӳпеллисем пирĕн ĕмĕре çитеççĕ-ха. N. Унăн хăлхи шăтăк (глуховат). Ала 30. Çакă ял çулĕ шăтăклă, çул шăтăкне пĕлмерĕмĕр, хĕрĕ шăтăкне пĕлтĕмĕр. || Кружева. Начерт. 203., Шибач., Икково. КС. Шăтăк илтĕм. См. шăтăкла.

начар

(наζар, наџ̌ар, Пшкрт: начар), плохой; плохо. С. Айб. † Пире вăйă вылляма начар хĕрсем кирлĕ мар. Янтик. † Мĕншĕн шăппăн тăратăр, туя начар тăватăр? Туя начар тумашкăн пирĕн аппа начар мар. N. Ача чухне вăл пит начар сывлăхлă пулнă. Юрк. Начар вылятăн, капла вылянипе кăна эсĕ чăваш арăмне ташлаттараймастăн, авантарах выля. Сред. Юм. Начар пай шăпа — начартарах çĕрти анасĕне шăпа ярса тôхнă ана. Ку ана пирĕн начар пай шăпа. N. Вакун начар каякан пулчĕ. ХЛБ. Начар сухаласан, лайăх çĕр çинче те тырă начар пулать. Н. Якушк. † Эпир начара илместпĕр, ялан лайăха илетпĕр. (Свад. п.). N. Кашни çул утă начартан начар пулса пыра пуçларĕ. Бес. чув. 15. Кĕпер начартан тĕттĕм чух каçма кансĕртерех пулнă. N. Шăшисем ĕç начаррине курса калаççĕ: атьăр, шăшисем, урăх мачча çинчен анмăпăр, теççĕ. || Слабый, хилый. Лашм. † Матур пулаймарăм, начар пултăм, çичĕ ют кăмăльне килеймерĕм (не понравилась). СЧУШ. Начар çын пуринчен малтан тырă вырма пуçласан, çав çул пилĕк хытă ыратать (и наоборот: лайăх çын и пр.). N. † Эпир начара каяс çук, начар çумне выртас çук. || Бедный. Пшкрт. Регули. 946. Пĕр начар çынна патăм. Ib. 860. Вăлсам поянтарах халăх, эпĕр начартарах. Трхбл. Начар улпут та апат хыçĕнчен виçĕ сехет канат, тет. N. Начар, бедняк. || Больной. N. Анӳ пит начар (о старухе).

нимĕн япала та

ничто, nulla res, nihil. Шел. П. 63. Кĕлетĕнче вăл çӳпçесенчен урăх нимĕн япала та çук. Кроме этих укладок в амбаре нет ничего.

нияк

(н'иjак), кажется, как будто (от русск. никак). Юрк. Урăх çырас сăмах çук нияк. Ib. Хам çирен пур хыпарсене те çырса пĕлтертĕм нияк; тата эсĕ епле пурăннине ытса пĕлем, пушă пулсан, пĕр-ик сăмах çырса ярса мана та пĕлтерсем. Яргуньк. † Кикак, кикак хур сасси, ами вĕçсе каþ нияк, аçи тăрса юлч нияк.

нумай

, номай, нуммай, много, в большом количестве. О сохр. здор. Тата урăх тĕрлĕ те нумай сивĕрен пăсăлма пулăть. Т. Григорьева. Нумай пĕтет, сахал çитет, теççĕ. (Послов.). Ib. Нумая шыраса сахалсăр юлать, теççĕ. Якейк. Нумай пĕл те, сахал калаç. Б. IЗ. Нумай пĕтĕ, сахал çитĕ, пĕрле пурăннине мĕн çитĕ? N. Сахал пулсан та, нумай туса ил. Регули 867. Номай çын кайрĕ, вилчĕ; çынсам кайрĕç, вилчĕç. Ib. 868. Онта номай çын сана полăшмалли. Ib. 417. Кăçал кайăк номай поль. Ib. 229. Эп ĕçлекене номай корса, кон пак ĕçленине (ĕçлекене) корман. Ib. 216. Ман паян ĕçлекен номай. Альш. Вăл хĕрлĕ йĕмре те çавăн пекех пуринчен ытла хĕрлĕ нумай. Хĕрлĕ çине е кăвак, е шурă, е сарă кӳртнĕ. Вишн. 71. Нумай çĕрте çырмасене е арманшăн, е шыв кӳлентерсе тăратасшăн пĕве-пĕве хураççĕ. Ib. 61. Выльăхсене çуреме сирĕн çаран пулсан, анăрсене çаран тăвăр. Апла пулсан, сире наклат пулас çук, усси нумайрах пулĕ. N. Выльăх нумайтан мар ку япала, пирĕн çарансем питĕ начарланса кайрĕç. Альш. † Нумайран мар çак кунсенче хĕрсемпелен вылярăмăр. Нюш-к. Чăвашсем кулакан çынтан: нумаях пулас çук унтан, теççĕ. С.-Устье. Нумай та пулмарĕ, тет, пĕр ывăл фунарпа хĕç илсе çав салтаксене вĕлерме пычĕ, тет. N. Нуммай та хăвармарĕç. Совсем мало оставили. ЧП. † Арчи-арчи панулми, хĕрлинчен шурри пит нуммай. Орау. Тăрничакки (назв. какого-то предмета в игре) нуммай вĕçлĕ енĕпе (пуçĕпе) тăрăнсан, тăрăннă вĕçĕ миçе вĕçлĕ, çеккĕлне çавăн чухлĕ турата шутласа хапартса лартаççĕ. || Намного, много раз. Регули 1379. Вăл мантан номай ăста (мантан итларах ăста). N. Вăл Байкал кӳллинчен нумай хĕвел тухăçĕ енче. Висĕ пус. ЗО. Вĕсен тымарĕсем, çĕре ытти тырă-пулăсен тымарĕсенчен нумай тарăнтарах кĕрсе кайса, унтан хăйсене валли нӳр илсе тăраççĕ. N. Кун пек туйсенĕн ăрасхучĕ пĕр çирĕм пилĕк тенкĕрен нумай ытлах пулмасть. Баран. 12. Манăн умра нумай çӳлте, Днепр шывĕ тĕлĕнче, авалхи хула Киев тăрать. Альш. Ют ялтан хĕр-сăри каçпа, нумай çĕрле, тин тавăрăнат. || N. Аллă нумай-и, çирĕм нумай-и? Что больше: 50 нли 20? || Самое большее. Хорачка. Вăл отмăл конта полат, çарнат тырă ене, нумай ларат отмăл олттă сутка, вураччă, çапаччă. О сохр. здор. Ăна (шкуру) сутса эпир нумай укçаллă пулас çук, пит нумай пĕр виçе тенкĕ илĕпĕр. || Долго. N. Нумай ан çӳре. Долго не ходи. N. Эп пырсан (килсен), нумай та тăмарĕç, вăсем те персе çитрĕç. Ала 15°. Нумай та пурăнман çамăрк хуçа, киле хăш кун киле çитмелли çыру янă, тет. N. Ыранах кантура кайса çыртар (заяви жалобу). Нумая ан яр (не откладывай). Никит. Матки килеймерĕ-ха, темме нумая юлнă. Изамб. Т. Нумай выртап-и? сахал выртап-и, пирĕн йытă вĕре пуçларĕ. Альш. Акă кайрĕç, тет, салтаксем хăвалама. Акă нумай пыраççи, сахал пыраççи, хай салтаксем çитеççĕ, тет. Регули 1236. Вăл онта номай порнать. Вăл килни номай полать. Ib. 1238. Номай полмаçть вăл контачĕ. Ib. 848. Ман паян номая пырас çок. Ib. 807. Номай полать эп она çĕклесе çӳрени. Букв. 1904. Нумай пулчĕ-и, сахал пулчĕ-и, юлташсем мана кăшкăра пуçларĕç. N. Нумай тăмаст, бывает непродолжительно. Якейк. Çомăр нумая каþ. Ib. Ма нумай тăрать. Как долго (тянется). Кан. Вăхăт çитсен каласа парĕç, нумая кĕтнĕ, сахала кĕтĕпĕр. Ib. Эсĕ вăхăт нумая кайиччен Кĕркурирен укçуна илме тăрăш. ППТ. Тепĕр касса кайсан, вара нумаях çӳреймеççĕ. Нумай кĕрсен, пĕр-ик-виç килле кĕреççĕ. Юрк. Нуммай та çапла çывăрса выртмаççĕ, хай сӳннĕ, тесе, пĕлнĕ. Юман кăмпийĕ çĕнĕрен амаланса кайса çуна пуçлат.

пакарта

(пагарда), то же, что пакарт. Изамб. Т. Ăш-чиккине пакарта теççĕ. Сред. Юм. Çерçи чĕппи ôра айне кĕнĕ те, пакарти тохса ӳкнĕ (выпали внутренности). Ib. Пакарти тохас пик тапаланать. Очень старается что-нибудь поднять («из кожи лезет»). Ib. Пакарти тôхас пик çôхрать (орет благим матом; ребенок лет до 4-х). Чертаг., Якейк. Пакарта чăхă ăшĕнче, особый орган, ясмăк пĕрчи майлă, варринче хăвăл. ЧС. Чӳклеме хурне ытти хурсем пек вакламаççĕ. Унăн пуç-урисене хăй çумнех яраççĕ; пырши-пакартине те хăй ăшнех хураççĕ. Хурамал. Хур пакарти кăвак пулать, сехет пек. Альш. Пĕр кушак кайăкăн икĕ пакарта. (Пăри). Собр. Пĕр шăшийĕн тăхăр пакарта. (Кăмакана çăкăр хывни). Шибач. Чăх пакарти (карман чассы пек). Орау. Чăх пакарти, хур пакарти; тата урăх кйлте пурăнакан вĕçен-кайăксен те пакарта пулать. Якейк. Ку чĕппĕн пакарти тохнă (ăшĕ тохнă). Ib. Сан паян пакарта хĕрнĕ, лайăх калаçан (выпил). Ib. Кон паян пакарти хĕрнĕ полмалла, пит аван калаçать (подвыпил). Ib. Сан пакарта хĕрнĕç, онпа итла лайăх калаçан || В перен. зн. — внутренность предмета, в частности мякоть на конце пальца. Орау. Алса пурнески пакарти (клинышек, напалка). Ib. Алсана пакарта ларттармалла (треугольный клинышек со стороны мякоти пальца).

пакур

пакор (пагур), багор. Изамб. Т. Сред. Юм. Пакôр, багор. ЧС. Хăвăртрах кунта пакур илсе килĕр-ха! Ib. Халăх: хăши пакорпа пӳрт пĕренисене çаклатса туртаç. БАБ. Якур — пакур. (Насмешка над Егором). Эпир çур. çĕршыв 15. Ту вĕçĕнче чылай аслă униче (укăльча) выртать. Кунта, хапха патĕнче, ял юпи ларать, халăх пӳрчĕ ларать, вут сӳнтермелли машшин, пичĕке, пакурсем, тата урăх хатĕрсем лараççĕ.

пар

дать, давать, подавать, отдавать. Турун. Хуçа вара: çĕр тĕнкĕ парап пĕр çăмартине, тенĕ. Регули 509. Эс окçа та паман-ç халь мана. Ib. 450. Ман хамăн номай полинччĕ, (номай полсан) парăттăмччĕ. Ib. 676. Эс пани çĕмĕрлнĕ. Ib. 662. Эс панă окçа конта. Ib. 663. Эс панă окçана эп çохатрăм. Ib. 664. Атти мана панă лаша лайăх манăн. Ib. 312. Вăл мана окçа панă полсан, эп каяттăмччĕ. Ib. 1082. Çак утшăн çĕр сом парать вăл. Ib. 671. Мана паракан çын çавă. Ib. 320. Вăл мана окçа он чох парсаччĕ, эп кайсаттăмччĕ. Ib. 293. Окçа пор хошăра кисен, парăп сана. Ib. 1458. Эп итрĕм онтран, вăл мана пачĕ; при (= пĕри) килте, тепри вăрманта. Ачач 99. Мĕн юрать? парам акă сана пĕрре. N. Ним те парса кăларманшăн... N. Халĕ эсĕ кама парса ыр кăтартатăн. КС. Памаллах пар, совсем отдать. ЧС. Вара пур ачасене те икшер çăмарта парса тухат (раздает). Хурамал. Çырлаха пулин пар, турă. Кан. Сахал пачĕç, терĕ çуннă çынсенчен пĕри. Юрк. Эй, чунăм, эсĕ мана çурри чуна çурса париччен, пĕтĕм мулна парасăнччĕ, тет. ТММ. Аллупа пар та, урупа ут. Орау. Парсам, ан тилмĕрт çынна! Отдай, не томи человека! (Говорит жена мужу о другом человеке). Ib. Каймасп — парам эп сана, кахала. Ib. Пуç ыратать — парам эп сана. Сред. Юм. † Кайса кôрас теейсе, малтан хыпар патăмăр (известили). N. † Хура çĕр айне кĕмĕттĕм, хура çăрха парса юлăттăм. СТИК. Сассăна ан пар (не подавай голоса), анти шыраса çӳретĕр-ха, эпĕ ӳсĕрсен тин сиксе тух. (Говорят, когда ради шутки или всерьез спрячут кого-нибудь при приходе постороннего лица). Никит. Салтакран ним парса та йолмасть (не отстает), тет. Синерь. Икĕ ывăлне икĕ çĕре кĕтю пăхма панă (отдал в пастухи). N. Хăйĕн аслă ывăлне вĕренме çын патне панă (отдал на ученье). Ала 8°. Эсĕ пирĕн çуккине ăçтан парса çитерĕн. ||Сдавать. Ирч-к. Атăл параççĕ. Сдают Волгу. || Орау. Паян географипе экзамĕн патăм. || Выдавать замуж. Якейк. Арăм илес тесен те, парас çĕртен парас çок (не выдадут). || Принести в жертву. ЙФН. † Корак-касси хĕрĕсем, пирĕн пата пырасшăн, турра така панă, тет. (Туй юрри; насмешка). НАК. Тата киремете пама ял пуçне пĕрер вăкăр е така хатĕрлесе хураççĕ. || Бить, ударять. Кан. Шалта рояль клавишсем çине чышкăсемпе параççĕ, тулта вăрçаççĕ. Янбулат. Опăшки тăчĕ те, ачана ричакпа парать те парать, хытă хĕртрĕ ачана. Йӳç. такăнт. 17. Атте тухса кайнă чухне, лашана пĕр-иккĕ пачĕ те, кайăк пек тухса вĕçрĕç. N. Лайăх тăракан çыннах пычĕ те, хăлха чиккинчен пĕрре пачĕ (ударил по уху). || Copiam sui facere, marem ad se admittere. || Доносить, ябедничать, клеветать. N. Вара ун çннчен элек парса, ăна тимĕрлесе тĕрмене хуптарнă. || Употребляется в качестве вспомогательного глагола. Толст. Ыран кил-ха, уйăрса парĕç (отроятся), эпĕ вара сана амине кăтартăп (матку пчелиную). Юрк. Сăрисене ĕçсе параканнисем, куркисем тĕпне укçа ярса, тепĕр хут сăра тултарса кĕрӳшне ĕçтереççĕ. Ib. Никăш пĕлсе каласа параканни çок. Орау. Апат çисан кайса пама пулать ăна. Ib. Чăмласах памалла-им тата? 1) Неужели ты не понимаешь? 2) Ешь, раз тебе дали. Эльбарус. Пĕр çын чопса пыра парать. Имен. Виç çол иртсен Елена Петр ятлă ача çоратса панă, а Фекла Нйколай ятлă ача çоратнă. N. Теçеткийĕ 40 тенкĕ тăрать те, сире катса паратпăр ĕнтĕ (сбавим); илĕр, илĕр! тесе кăçкăраççĕ. Чăв. ист. 31. Чăваш чĕлхи укăрпа финсенчен пуçланса кайнине ниепле те кăтартса пама пулас çук, тет. О земл. Тарăн çемçе сире (в слое) тырă тымарĕсем сарăларах параççĕ. N. Кĕлтĕне капан çине ывăтарах пар. Менча Ч. Утемĕш вăл хăй çынсене пит нуммай асаплантарнăран, хăй те: асапланарах патăр-ха, тесе часах тӳрлетмен, тет. Орау. Çиярах парăр (ешьте больше), çиярах парăр, каçсăр урăх апат мĕн пулас çук. Юрк. Вĕсем çавна курарах парасчĕ. Абыз. † Тухать и та тухмаçть-и, часрах туха парсассăн та, хĕреслĕ тенкĕ парас, тит. (Свад. п.). БАБ. Хыçалалла çаврăнса пăхатăп та, хам патăмрах пĕр темĕскерле, пăхма çук хăрушă, уна пекскер тăра парат. N. Вăл çапла лашине хăварса чупса пынине пĕр çын пăхса тăра панă (как раз видел), тет. Т. VII. Малти (человек) пĕр усăнса тăракан çаппа тытрĕ, тет те, кайри (человека) çине яра пачĕ (как пустит, в лесу), тет. ЧС. Эпĕ ăна куртăм та, хама калла килсе хĕнесрен хăраса, киле тара патăм. N. † Ташлăр, тантăшсем, симĕс шăрçа ярăмĕ пек; силленеех парăр-ха, сарă шăрçа ярăмĕ пек; саркаланса парăр-ха (= развернитесь-ка во всю, чтобы показать свое искусство в пляске. Хĕр йĕрри). Кан. Лач-касси ялне кăçал çула Яншихăв леçниччĕстви 81 ĕне Тăрмăш таччине ямалла туса пачĕ. ТХКА 38. Хамăр ĕçлемесен, пире çын ĕçлесе парас çук. N. Лучше эсĕ авланса ямалла та и пурăна памалла. N. Пристăнь çинчен пакаш йăтса та параççĕ, шыв та йăтса параççĕ, вутă та татса çурса параççĕ. Баран. 98. Çав хушăран эпĕ ăйха кая панă. ВС. Разум. КЧП. Эсир сĕтел хушшинче ĕçлерех паратăр çав. ТХКА 27. Асту, ӳке паран. N. Вĕсем каялла çавăрăннă та, тара панă. СТИК. Чупа панă (чупса çитнине чарăннине кăтартмаст; чупрăм карăм, чупрăм килтĕм, чупрăм çитрĕм — обозначает законченность действия). Альш. Лешсем урайне шурă кĕçе сарса хураççĕ, тет. Качаки варалать парать, тет, кеçине.

пару-илӳ

взаимные расчеты; долги и платежи. БАБ. Виç пайĕнчен пĕр пайне ĕçсе çиме пар. Икĕ пайĕпе пару-илӳ памалла пултăр (платить долги. Моленье). N. Кĕрсе тухмалăх çурт кирлĕ, çие тăхăнмалăх тумтир кирлĕ, пару-илӳлĕх укçа-тенкĕ кирлĕ. Ib. Çук, ачамсем, пару-илӳ çине, е урăх япала çине хурса калаçнă сăмах ахаль сăлтавне тупса калаçнă сăмах анчах. ТХКА 123. Мĕн ыйтнине парас-и? Пару-илӳ тӳлес-и? N. Пару-илӳ çапçарах парса татнă. Кильд. Пару-илӳ пама укçа-тенкĕ те çитейман вĕсен.

пат

послелог, указывающий близость. См. пет, çум. Якейк. Пӳрт çинчен йор моклашки (комок снега) татăлса анчĕ те, ман пата (возле меня) тӳрех ӳкрĕ. Çĕнтерчĕ 13. Хам патăнта ĕçленĕ чух. Орау. Хăвăр патăрта ĕç çук-и? Нет ли у вас у самих работы? Ib. Чăваш арăмĕ, сăмах пĕтсен, тухса кайиччен-и, хăй панчен хăна тухса кайнă чухне-и: сыв пул тати, тет. Тем пулат вара вăл «тати»? Вăл сăмах «сывă пул тата», «тепре куриччен» тени патнелле пырат пулмалла. Ib. Утаралла карĕ, пошел по направлению д. Отары (ее видно, м. б. идущий пройдет и дальше). Утар енелле кайре, пошел в сторону д. Отары (деревни не видать и о ее направлении лишь заключают, напр., может быть за горой); Утар патнелле кайрĕ, пошел близко к Отарам. N. Каç пулсан, эпир унпа ларса (в экипаже) кӳрĕш яла, хĕр патне тесе, тухса кайрăмăр. Шугур. Мана вара усрама пĕр начар çын патнĕ пачĕç (к бедняку). ЧС. Пирĕн патра пĕр ватă çын пычĕ. К нам пришел один старый человек. Бес. чув. 3. Ял патĕнчен кăнтăр енче Ч. ятлă çырма пулнă. Собр. Чавса патĕнче те, часах çавăрса çыртас çук. (Послов.). О сохр. здор. Мăйĕ хăлха патĕнченех шыçса кăять. Эльбарус. Онччен те полин ман патналла çамка çинчи сăнакне (знак) çутатса питĕ хытă стрелок чопса пыма пуçларĕ. N. Перĕн патнали (= пирĕн паталли) çынсем çок. Нет людей из нашей местности. Земледелец. Иалсене ял теме çук, пирĕн Пăва, Çĕрпӳ хулисем патне те пыраймаççе (не нашему Буинску или Цивильску чета). Сред. Юм. Самми патне пӳнеттейпе пырса шыранă. Самсона обыскали с понятыми. Ib Патнерех пынапа хай сăрт хĕрлĕ пôлчĕ тăчĕ, тет. Регули 1206. Ĕлĕк вăл ман патра порăнса. Ib. 1532. Вăл кисеснех вăлсам патне кайрĕ. Ib. 1524. Вăл килчĕ он патне, ман атти патне, ман пата та килчĕ (ман пата анчах килмерĕ). Ib. 1142. Вăл сан патран ман пата килче. N. Çав çăмăрлă хура пĕлĕтсем пирĕн патралла киле пуçларĕç. Етрух. Кĕркури пиче патне кайса ларнăч, урăх никам патнех те кайса ларнине астăвмастăп, тет. N. Вăл çын патне питех çӳремест (редко к кому ходит). Синерь. Выçса вилеттĕмчĕ, çак çын хăй патне (к себе) илсе кайса тăрантарса усрарĕ, ачисене кĕтӳ патне (в пастухи, в подпаски) пачĕ тăранса пурăнма, тыра çитмерĕ, тесе калать, тет. Альш. Чапăрлă шывĕ патнерех çитерехпе пĕтет (ту аякки). N. Ху патунтан (= патăнтан) хуса ан яр мана. Кан. Ишчейккăсем патне хурса хăварнă япаласене илес тесе тухакансем пулчĕç те, ишчейккăсем патне те ямаççĕ. N. Ыраш патне тухатпăр. N. Ман патна, ко мне. N. Патне çитрĕмĕр (метаф.). N. Сан пата (у др. патна) килтен хут яраççи? || Около (во временном значении). Трень-к. Эрне патне, около недели, т. е. приблизительно в продолжение недели. Б. Янгильд. Çак ухутник мулкачă çурине пĕр эрне патнелле усрарĕ. N. Хоçи пер çер тенкĕ патнех петерчĕ. || Приблизительно, circiter. О сохр. здор. Крахмал 50 мыскал патнелле пырать. Крахмала около 50 золотников. Ib. Пĕр çынтан тепĕр çынна ерекен чирсем пит нумаях мар, пер çирĕм патне анчах. Кан. 84 проччăн патне пулать. Ib. Черече пин патнелле, тесе, ăсатса яраççĕ. Елаш. Вăл (ял) пĕр çĕр аллă çул патнеллех пулать пуçланса кайни. Эта деревня освована не меньше, как лет со 150 тому назад. || За. N. Пуçтарса хуна пахча çимĕçĕсем вĕсем пурте пĕрле пĕсерсе çиекен апат патне кайна. Синерь. Мĕн шырасси, апай патне (за мамой) килтĕм, тенĕ. Ишек. Унтан вара эпĕ çын пăрçи патне нихçан та кайман (воровать чужой горох). Чăв. й. пур. 11. Ашшĕне эрех патне ями пулчĕ. Ала 9°. Вăл çапла тавар патне тухса каяс умĕн, ун патне пĕр ватă хуçа (купец) пырса кĕнĕ. N. Мĕн патне карăн? — Шу патне карăм (за водой). Регули 1092. Эп окçа патне (окçашăн) килтĕм. Ib. Вотă патне каятăп. || В сравнении. N. Çулленхи патĕнчи ырашăн пĕрчи пит вĕт. || С причастием будущего времени в чувашизмах. Ау 14°. Упа, капантан ута ыталаса илет, тет те, перет, тет, илет, тет те, перет, тет, пере-пере капана пĕтерес патне çитре (разбросал почти весь стог), тет. Регули 126. Каяс патне çитнĕ. Ib. 125. Вилес патнех çитиччен хĕнерĕ. Янгильд. Çорконне, йор кайса петес патнелле (близко к тому времени, как сойти снегу) сорăхсене çитерме тохаççĕ. || Послелог в знач. русск. предлога — к. Регули 1528. Лепле вăл исе килĕ? онăн çынсам çок, утсам сахал тата, он патне тата (к тому же еще, кроме того еще) хăва ĕçне пелимаçть. || N. † И памăпăр, памапăр та, патне çитсен (когда подойдет время), чармăпар. || Яргуньк. Иван ĕçĕрĕ (выпил), тет те, патнех кайса ӳкĕрĕ, тет, Иван. N. Вăл хăй порăннă пӳрт пӳртекӳне керсен, ăна такам аякран çĕçĕпе чикнĕ те, çĕççи патнех çакăнса йолнă. Когда он входил к себе в сени, его кто-то ударил в бок ножом так, что нож остался в боку.

патвал

подвал. СТИК. Патвала тĕрлĕрен япала хураççĕ: купăста, çĕр улми, т. ыт. Ăна пӳрт айне е урăх хуралтă айне тăваççĕ. N. Пахчинче патвал евĕрлĕ (майлă) нӳхрепĕ.

пыра-тăра

со временем. Юрк. Пыра-тăра çапах та пулин урăх лаша туяннă вĕсем.

пикен

(пигэн, пиг'эн'), энергично приняться, браться, начинать, приступить к чему-либо. Баран. 42. Харпăр хăй ĕçне пикенет. Ib. 150. Славянсем патне пырса кĕрсен, вĕсем ĕçе ĕçлеме пит пикенсе тытăннă. Ib. 54. Анчах пикенсе тарнă хутран Тарас чарăнать те, сасартăк кăшкăрса ярать. Истор. Халех пикенер: хамăра хамăр хĕрхенес мар. ЧС. Манăн йăмăк вилнĕ сурăхшĕн пикенсе йĕрет (настойчиво, горько плачет). ЧП. Чипер инке пикенсе вăрçат-çке (настойчиво бранится). N. Акă пикенер те, вун пус хурса кĕнеке илме ярар. Бюртли-Шигали. Кулача çиме пикенеттĕмĕр. Ib. Ларсан-ларсан, вара пикенетчĕ юмăç пăхма. N. Икел шӳсе çитĕннĕ, çурăлнă, çĕрелле тымар янă, çӳлелле ӳсме пикеннĕ. N. Праçник кун хĕрарăмсем ирех çимĕç пĕçерме пикенеççĕ. Истор. Кун каçиччен виç хут чарăнса, виç хут çĕнĕрен пикене-пикене вăрçнă. Ib. Çав тĕлтен вырăссем хулана çĕмĕрсе кĕме пикеннĕ, анчах патша кĕме хушман. Ib. Вăрра пикеннĕ. N. Вĕсен ашшĕ вилме пикеннĕ (собрался), тет. Ст. Чек. Пикенсе ĕçлес, старательно работать. N. Вара тата пикенсе хывма тытăнаççĕ. Изамб. Т. Унтан вара пикенсех вырма каяççĕ (принимаются как следует). См. хыв. Четпути. Сысна çитерме пикенсен, сысна витине епле те пулсан таса тытма тăрăшас пулать. Ст. Шаймурз. Çиленсе пикенсе каят ачасене илмешкĕн. Кан. Аха, эс пирĕн укçапа сутă тума пикеннĕ иккен-ха, теме пуçларĕç. Юрк. Пикенсех кайса курам. СПВВ. Пикенмешкĕн тесе, пĕр-пĕр ĕçе пĕтĕм вăйпа тума тытăнсан калаççĕ. N. Тепĕр кун ирех тăчĕç те, каллех канав алтма пикенчĕç. Ст. Чек. Каç пулсан, арçури лаша çинчен анма пикенчĕ. N. Ĕçĕм çырли пуçтарса çӳрекен çынсем хыçĕнчен, юлашкине пухса çӳренĕ пек, пуринчен кайран эпĕ пикенсе тăрăшрăм. Янш.-Норв. Вĕсем (родители парня) вара урăх хĕр çинчен пĕртте шухăшламаççĕ, пĕр çавăн çине анчах пикенеççĕ (устремляют свои мысли). N. Халĕ лаша çинче вăрçма пикенетпĕр. Баран 80. Карнă парăсĕ малалла шума пулăшмасан та, унăн ураписем пикенсе малалла кусаççĕ.

пиллĕхлĕ

благословенный. N. Уртмакçă кĕрӳпе юнашар ларать те, уртмакри пиллĕхлĕ кучченеçсене кăларса, вĕсен вырăнне хăта патĕнче урăх кучченеçсем хурать. N. Тӳрĕ çын куллен ырăлăх тăвать, кивçен те парать, унăн йăхĕ пиллĕхлĕ тăрать N. Ывăл-хĕртен вĕсем пиллĕхлĕ пулнă.

пирки

(-ги), по причине, из-за (послелог). Кон. Вăхăтра çумăрсем пулман пирки, купăстасем начартарах. Беседы. Хамăр ухмах пирки савăнăç вырăнне пысăк хуйхă тупса ларатпăр. Ыраш 6. Те ир пирки — çанталăк сивĕрех. N. Вăл вĕсем килес пирки кунĕн-çĕрĕн унта-кунта чупкаланă. Кратк. расск. 28. Çав суран пирки хулара пурăнма юраман ăна. Перев. Çапла вăл (медведь) хăй ăссăрлăх пиркипе ăшă тирĕпе тӳленĕ. Регули 1100. Он пирки (сан пирки) мана ватрăç. Бес. чув. 2. Вăл çакăн пек çул нумайĕшне сиен кăтартнине, кун пек çулта çын алли пирки нумай лаша пĕтнине лайăх пĕлнĕ. N. Шăннă пирки шăммăм-шаккăмсем чарăнмасăр сураççĕ. СЧУШ. Çапла вара упа хăйĕн ăссăрлăхĕ пиркишĕн ăшă тирĕпе сапланă. Кильд. † Ах, аттеçĕм, аттеçĕм, ăшлăтуллă алсăна ĕçкӳ пирки (= ĕçкĕне пула) çухатрăн. Чăвашсем 8. Çавăнпа вара чăвашсем ачасене ӳссен ятлаççĕ: сирĕн пиркĕр эпир юмăç патне кайса нумай тăккаланса пĕтрĕмĕр, теççĕ. Юрк. Укçа пирки пит хуйхăрса тăнă вăхăтра хай Миките Микулайĕ ывăлĕнчен çĕр тенкĕ укçа янă пирки хыпар илет. Ib. Санăн ĕçӳ пирки çӳре-çӳре атă пит çĕтĕлет, тет ку та, урăх нимĕн сăмах калама вăтанса. ТММ. Хырăму пирки çурăмсăр юлăн. Трень-к. Шкул хамăр ялта çук пирки, мана хут вĕренме аттесем «Чăкăра» еçсе (= леçсе) ячĕç. Эльбарус. Эпĕ çав çырманалла хыттăн ĕнесене хăваласа чопса аннă чохне, чăнкă пиркипе чикеленсе, йăваланса, çохăрса анчах çырма тĕпнелле анса карăм. N. Курнă асапсене тăван мар анне юратман пирки куртăм. Ядр. Эпĕ ыйхă пирки лашасем пăхма кайман та. Сред. Юм. Ним пирки те мар. Пахча çим. 2. Пирĕн ялсенче кил-çуртсене тĕрĕс лартман пиркипе пахчасене те çавăн пекех ăçта кирлĕ вырăнсене тăваймаççĕ. || Относительно, о, об. Кан. Çĕре пытарнинчен аванни пирки каламалли те çук. Пролей-Каша. Хир пиркинчен, в отношении земледелия (не мастера). N. Куç пирки, о глазах. Юрк. Çав ĕç пирки калаçса пăхсан... Орау. Çыру янă чухне çĕр пиркине те çырса ярăр.

пул

пол, быть существовать, делаться, совершаться, становиться, превратиться. Регули. 579. Ку япала полмасчĕ паян, эп она турăм. Ib. 582. Полман (туман) полсан, кирлĕ мар. Ib. 89. Вăл ĕç поласси такçан полать. N. † Ырă çын ывăлĕ-хĕрĕ пулам-и, ырă çын умне тăрса юрлам-и. С. Мокш. † Сăвăрсан тулă пулмастăп-ши? Шухăшласан ырă çын ачи пулмастăп-ши? Сред. Юм. Каç полса килет. День клонится к вечеру. Ib. Каç полса пырать. Ib. Санран та япала пôлаймарĕ ĕнтĕ. И из тебя ничего путного не вышло. Ст. Шаймурз. † Пирĕн аттен турă лаши, çула тухсан пырас пек. Ib. Шурăлă-кăваклă килет — çăвайинччĕ шурă юр пулса, калпакне тăхăнса хĕр пулса, килейинччĕ савнă тус пулса. Якейк. † Полас, полас, поласах, çак ял кĕрӳш поласах, полас мар-тăк, порнас мар, çак ял хĕрпе калаçас мар N. † Е пулайăп, е пулаймăп, сире урăх кураймăп. N. Никамăн та унта пăр пулман, вĕсен пулнă. Кругом ни у кого не было льда, а у них был. N. Пушă пулмарĕ, тата нумай хăваласа тухнă пулăттăм! N. Унта шыв пулмалла. Кан. Ара ку хамăр сурăх пулмаре вĕт! Пĕтрĕмĕр!.. N. Паян çăмăр пулĕ тен. Сегодня пожалуй будет дождь. Виçĕ пус. 22. Вĕсен чечекĕ лĕпĕш майлă пулнă пирки лĕпĕшкурăксем теççĕ. Ib. Нумайĕшĕ тата вĕсенчен вăрăм тымарлă пулать. Б.-Яуши. † Сиксе пырса чуп тума, инке чипер пулинччĕ. Кан. Кунта темиçе çĕр купа пулас утă сая кайса выртать. Сунт. Лисук пултăн-и-ха эсĕ? Паллаймарăм. Орау. Паян мĕн кун пулчĕ-ха, атсемĕр. N. Çырнă çырнах пултăр ĕнтĕ. Ау 294. † Çĕр-çырлисем ӳснĕ чухне тĕрлĕ курăка çавăрат, ĕмĕр пулсан çаврăнăпăр, хĕвел пек çутăлса. К.-Кушки. Кăвак лаша пулманни турă лашана вăй килет, тăван атте пулманни тăван аннене вăй килет. Собр. † Улача кĕпе пулас пулсан, тăхăнмăттăм эпĕ шурă кĕпе. N. † Кĕмĕл çĕрĕ пулĕ, пысăк пулмĕ, вăта пурнене чух юрĕ; пирĕн тăван пулĕ, пысăк пулмĕ, кĕреке умĕнче ют пулмĕ. Тим.-к. Окçини улах пулнă тет, варли пырса кĕнĕ, тет, шурă хĕрĕлли чашкипе мăйăр лартса панă, тет. Календ. 1903. Хăш чухне уйăх çĕрпе хĕвел хушшине пулать те, хĕвеле пиртен хуплать. N. Ах, эсĕ е сивĕ, е вĕри пулсанччĕ. Регули 268. Вăл онта полмин лайăхчĕ. Ib. 390. Эп тарçă полăп. Ку манăн полĕ. Ib. 393. Эп сумар пулăп. Эп пĕччен полăп онта. Ib. 398. Эс килтĕн он чох, вăлсам вăрманта полнă он чох. Ib. 571. Эп те вăлсампа онта полтăм. Ib. 397. Хăнча ман окçа полĕ, ончох кил. Ib. 678. Он чохне татни полĕ. Ib. 352. Он чохне татса хонă полĕ. Тогда уж будет нарублено и сложено. Ib. 353. Эс онта пырсассăн, пĕтернĕ полĕ. Когда ты туда придешь, (уже) будет кончено. Изамб. Т. Унтан е аллă, е утмăл пулĕ, теççĕ. N. Ман тĕлĕшрен пăртак та пулин кăмăллă пулăрах. Якейк. Э-эй, эс ĕçсех начарланса карн-çке (= кайрăн-çке), порнăçна пĕтертĕн-çке! — Полăпăрин тата. Сала 80°. † Вăштăр-вăштăр çил верет, карта айĕнчен вĕрет вăл; мăкăр-мăкăр сăмахсем, пирĕн çинчен пулать вăл. N. Сылтăм пит — çăмарти кĕçĕтни коласса полать. Цив. † Çӳлти акăш çуначĕ чухрах пулĕ пуласса; пире çырнă ачасем чухрах пулĕ пуласса. N. Сирĕн аçу-апу полĕ? || В качестве вспомог. гл. Юрк. Ку вырăн пулат-и? Разве это усадебное место? (т. е. это дрянное место и не годится для житья). Ib. Епле çук пулат?.. Пур! Кунта сĕтел çине килсе ларт, тет. Ib. Пĕр пусси кăна пур (только есть колодец на усадьбе). Шыва таçтан аякран тултармалла мар. Шыв пирки никампа вăрçма пулас çук пек туйăнат. В. С. Разум. КЧП. Хресчен пулмалла пулас пулсан, пире нумай çĕр ĕçлемелли япаласем кирлĕ пулать. Если нам придется крестьянствовать, то нужно будет приобрести немало земледельческих орудий. Регули 324. Он чохне эп килте çок полатăп (у др. килте пулмастăп). Ib. 394. Эс кам конта? — Эп тарçă полатăп конти. Тăв. 50. Вĕрентĕр, пирĕн пек суккăр пулнин ырри çук-çке. Коракыш. Вара арăм шухашланă: ку ахаль çын пулмарĕç (это не простой человек), тенĕ. В. С. Разум. КЧП. Вăл та ĕçлĕ пулса ларать. || Бывать. Баран. 133. Мĕнле шыв пулать. || Происходить. Баран. 134. Çил мĕнтен пулать? || Быть возможным, осуществиться, совершиться, приходиться. Юрк. Пулĕ те çав. Возможно, что это и так. В. С. Разум. КЧП. Пасар ытла пысăках мар, утса тухма пулех (пройти вполне возможно). N. Çук, пулмас пуль. (Отказ исполнить просьбу). N. Манăн сана курасси урăх те пулать, те пулаймасть. Регули 362. Онта ĕçме полĕ квас. Там можно будет попить квасу. Ib. 363. Ыттине тума полмĕ, кона тума полĕ. Прочего сделать нельзя, а это можно. N. † Çăварни çитмеç терĕмĕр: çитрĕ, полчĕ, иртрĕ поль, сисмесĕрех йолт(ă)мăр поль. Коракыш. Пулмаçтех (это невозможно)! тесе каларĕ, тет. Изамб. Т. Ачасем! капла пулмаст, эпир кĕтӳ йĕри-тавра саланар. N. Паян та кайса пулмарĕ (не пришлось итти). N. Санăн киле килмеле полмĕ-ши? Юрк. Карачăмĕ киле таврăнасшăн мар. Малашне те çапла вырăнтах слушит туса пурăнма пулат (возможно будет). Ib. † Шыв варринчи юпа çинче вĕçен-кайăк юрлат-çке. Элле пулас, элле пулмас, тутлă ăйхăм юлат-çке. Шугур. Мана вăл ялта ӳсме пулмарĕ (не пришлось). Ст. Чек. Ăна курса пулмарĕ (не пришлось). Ib. Эх, курса пулмарĕ ăна. N. Вăрман нумайччĕ, юпасем те килĕшсе çӳренĕччĕ, çурт тăвас тенĕччĕ, çĕвĕ вырăна куçса пулмарĕ иккен. Сред. Юм. Санран полать-и вара она тăвасси! Тебе ли это сделать! N. Окçасăр порăнма полать. Турх. † Çак тусăмсем умне пĕр тăрсассăн, куççӳл тăкăнмасăр пулаймĕ. Хурамал. Сиртен пулать-и! Вам ли это сделать. N. Касса хонă йоманне тĕнĕл тума полмарĕ. Орау. Мĕнле пурнас пулать апла? Как же это можно жить так? М. Чолл. Сантан илсе тухма пулаймас, хамăн кĕрес пуль. Орау. Вăл хута пама кăшт пулăшакан пулсан, илме пулать те, пулăшакан çук. || Иногда передается по-русски: быть нужным. Регули 373. Энер онăн килес полатчĕ. Ib. 1426. Онăн ир килес полатчĕ, вăл хальте çок. Ib. 374. Кона конта исе килес полмасчĕ, эсĕр конта исе килтĕр. Орау. Ман та паян чей ĕçмелле пулать (приходится пить чай). ЧС. Çынсем сĕт-турăх çийĕç ĕнтĕ, эпир вĕсен куçĕсенчен пăхас пулат (смотреть на них или просить у них). || Родиться. Юрк. Малтан авланнă ывăлийĕн ачисем те пула пуçлаççĕ. || Уродиться. Чхейп. Акнă тырă çине вăхăтра çăмăр çуса шӳтермесен, пулас тырах пулмаçть. ТХКА 85. Шураçăн, пулнă çулсем, тырă лайăх пулать. Альш. Утă пулнă çул питĕ аван пулать (там). Бюрганский. Вăл йăлана пăрахсан, пире пит йывăр пулмалла, теççĕ, — тырă-пулă пулми пулĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчемĕ (из рассказа о прошлом). || Поспевать. Якейк. Паломми полма пуçлать (начинает поспевать). Хурамал. Тулă пула пуçласан, тилĕпе упа кайнă тулă патне. Якейк. Ах, ман сӳс лайăх полнă. Он сӳсĕ полиман-ха. Ib. Сӳсе, полса çитсен, шура (= шывра) выртарма йорамаçть, çĕрсе каять. В. С. Разум. КЧП. Улмийĕсем йывăç çинчен пула-пула тăкăнаççĕ. N. Ыраш пулаймасан, пырăп-и тен; ыраш пулсан (если поспеет), пырасси пулмас. Баран. 154. Кунта ӳссе пулнă йĕтĕн пит хака çӳрет. || Зачитываться. N. Пĕр тенки тепĕр уйăхшăн пултăр. || Быть готовым. Орау. Пирĕн хуттăрсем пулнă-и? — Çук-ха, юнкуна тин пулаççĕ (будут готовы на среду, в среду). Ib. Пери-пĕри япала тӳрлетсе пĕтерсен, тепри ăна кĕтекенни: пулчи? тесе ыйтать. N. Вара мăн-кĕрӳ, виçĕ тапхăрччен кайса, çамрăксан (молодых) алăкĕнчен таккать, çапла каласа: пулчи? Тесе. Орау. Сăмавар пулман халь (не готов, не на столе). Ала 21. Иван, эсĕ пĕре те ан хăра, пĕр хăрамасăр вырт та çăвăр, эсĕ тăнă çĕре карап пулĕ (будет готов), тенĕ, тет. Йӳç. такăнт. 14. Ну, çитет сире паян! Чарăнăр!.. Карчăк, пулчи санăн? Ib. 15. Ман пулнă. Манăн пулчĕ. С.-Устье. Паян пулчĕ, ыран пулчĕ, туй тума вĕрем çитрĕ, тет. || Деваться. Халапсем. Манăн вара пурттăм ăçта пулчĕ (куда делся)? Н. Карм. Шăппăр таста пулнă (не знаю, куда, делась метла), урай шăлма; витере-тĕк (если в конюшне), илсе кил-ха. || Очутиться. Якейк. Пĕре ора шуса кайсанах, çырма тĕпĕнче полăн (полмалла). N. Хăйсем ялĕ таçта ту айне пулса, курăнми пулса юлат. || Казаться. N. Вĕсем мана пĕтĕмпех пĕлмен çынсем пек пулчĕç. || Оказаться. Абыз. Виç валем пек пуçĕ пулчĕ, улт купа пек кĕлетки пулч (у убитого змея). Регули 585. Ку лайăх полчĕ она. || Доставаться. Янтик. † Ах, йыснаçăм Якку пур, сана пулас хĕр марччĕ, такçтан телей çавăрчĕ. (Свад. п.). N. † Ир те пулат, каç та пулат, каçа хирĕç çил пулат; ик хура куç сана пулат, килсе курсан мĕн пулат. Лашм. Сан пекки мана тата пулĕ, ман пекки сана урăх пулас çук. Якейк. Ман виç тенкĕ окçа онах (санах) полчĕ. || Попасть в наказание. Якейк. Полчĕ ĕнтĕ коншăн мана. Достанется мне за это. Регули 587. Сана полатчĕ те, эс килимарăн. КС. Полать сана мантан! Попадет тебе от меня. || Удаваться. Ст. Айб. Выльăх-чĕрĕлĕх пăхмасăр пулмасть, теççĕ. (Послов.). N. Мункуна киле таврăнасшăнччĕ те, пулмарĕ (не удалось). Кубня. † Анкарти хыçĕнче тилĕ юртать, хуса кӳртсе пулмĕ-ши? Пулмарĕ пуль çав хуса кӳртесси (не удалось, видно). Ау 64°. Эх, пулмарĕ иккен! Не удалось! N. Сире курасси пулмасть пулĕ? (не удастся). || Сбыться. Чăв. й. пур. 19. Ăна çав ашшĕ калани чăнах пулнă (сбывалось над ним). || Случиться, совершиться. Актай. Ту-ту ула ут, çула пулса вилми ут, ту хăпарса ăвăнми ут. (Кăткă). Альш. Ывăлĕ хăранипе каласа хурать, тет, старастана улĕм мĕн пулмасса (сообщает на всякий случай старосте, предупреждая, кабы чего не случилось). Регули 590. Халь йăвăр çолсам полчĕç (килчĕç). Букв. 1904. Темĕн, ачам, пурте чăн-ши вара вăл унта, терĕ. Çак ялта акă иртнĕ хĕлле чăнах та пуласса та пулчĕ ун пекки. Юрк. Лешсем те темĕн пулчĕ-тĕр, тесе, хăраса пӳртрен хăшĕ турчăка, хăшĕ ухват йăтса тухса, ăна: сана мĕн пулчĕ? тесе ыйтса пĕлеççĕ. || Быть занятым. Алших. † Тек авăнпа пулас мар, паранкă кăлармасăр юлас мар. || Притворяться, делать вид. Панклеи. Ачу (сын твой) килнĕ çĕре эсĕ чирлĕ пулса вырт (притворись больною). N. Лешĕ мĕн те пулин вăрланă пулать. Тот делает вид, что украл (в игре). Регули 171. Эп те ĕçленĕ пек полам. Ib. 335. Эп тытнă полтăм. Ib. 336. Вăлсам çине кала, вăлсам тытнă полччĕр, эпĕр мар. Ib. 361. Эп çакна тума полам. Ib. 360. Конпа çирĕм лаша вăрланă полам. || Обещать, обязаться. Юрк. Унта çынсене хăйпе кĕрешме чĕнет, хăйне çĕнекен çынна çирĕм пилĕк тенкĕ тӳлеме пулат. Альш. Вăрçĕччĕ, вăрçма юрамаст, мĕшĕн тесен вĕсем варçмасса пулнă. N. Пама пулнă. || Хотеть. N. Каясшăн пулнă. М. Карач. Вĕренсе тухсан, эпĕ пит вĕренме каясшĕн пулнă, вĕрентекен те пит парасшĕнчĕ. Çамр. Хресч. Мĕн тĕрлĕ эпĕ сана ярасшăн пулмарăм, çапах та эсĕ мана итлемерĕн. Как ни старался я удержать тебя (дома), но ты меня не послушался. || Истопиться. Городище. Мунча пулнă. Баня истопилась. Сред. Юм. Мунча пôлнă. Баня истоплена, готова (можно итти париться). Ст. Семёнк. Кăмака пулнă. Печка прогорела. || Coire. Городище. Эп Ванюкпа пулман. || Употребляется в чувашизмах. П.-Сорм. Унччен те пулмарĕ, тет, тимĕрç-лаççи патне çитрĕ, тет, çав çĕленех. Йӳç. такăнт. 52. Эпĕ çитеччен те пулмарĕ (не успел я подоспеть), вăл тăвар кисиппипе янклаттарса та хучĕ. Ала. Çавă ача пӳрте кĕрсессĕнех, пушăтне пăрахаччен те пулман, ачана çапнă та ӳкернĕ. Юрк. Вăл эпĕ çапла каличчен те пулмарĕ, кĕнеке аллинчех тытса тăнă. Эпĕ ăна сăнаман та. Эпĕ çапла каласанах, вăл мана вулама кĕнеке пачĕ. Ib. Ăна пулсан, тăванĕсем, ял çыннисем, пурте начар çынсем пулнă. N. Эпир пулсан, пĕр пус та ярас çук. Мы на его месте не послали бы ни одной копейки. Якейк. Иван полса Иван мантан колать. На что Иван, и тот надо мною смеется. Сенчук. † Ай-хай куккамçăм, инкеçĕм, чăнах пулмалипе пулнă иккен. СТИК. Ĕнтĕ эсĕ ачупах пултăн! Ты там все возишься с ребенком! Ну уж ты спаслась там со своим ребенком. БАБ. Хайхи хушпусене: мĕн пулсан пулат (будь что будет), пытарса хутăм. Ib. Мĕн пулсан та пулат (что будет, то будет), эпĕ те юмăç каланă тăрăх туса пăхам-ха. Пшкрт. Мĕн полсан полат, тавай кĕрсе пăхăпăр. Хĕн-хур. Мĕн пулсан та пулĕ (что будет), сик: ура хуçăлнине тӳсĕн, вутра çунниех мар. Янш.-Норв. Хайхине, мĕн пулин пулат тесе, пĕтем вăйăмпа: уççах! тесе кăшкăрса ятăм (крикнул на волка, который крался к вутăш'у). Ib. Унăн пек хĕр эпĕ кун чуллĕ пулнăранпа та курман (очень хороша). Сред. Юм. Пиччĕш пôлмин, ашшĕ пôлтăр. Для меня не брат, будь хоть отец (все равно). Ала 12. Малалла вара ватă хуçанăн унпа пырасси-тăвасси пулман, тет. Толст. Санран çĕлесси пулмĕ. Не сумеешь шить. Шурăм-п. Мана: çакăнта лар-ха! тесси пулмарĕ. Сёт-к. Пĕр тапрансан полмĕ-ха вăл йоласси. Когда примемся за работу, то уж не будем оставаться дома (из-за незначительного дождя). N. Ырана валли çак стихотворение вĕреннĕ пултăр (вĕренсе хунă пултăр)! У меня, чтобы к завтрашнему дню выучить это стихотворение. Регули 1505. Эп хам тума пĕлместĕп полсан, вăл мана вĕренттĕрччĕ. Ib. 365. Çапла тăвăр, мана тытмалла полтăр. Ib. 442. Тытса полсан, исе кил. Ib. 443. Ман атти килнĕ полсан, сан пата ярăп. Ib. 448. Сумар полнă полин, мĕн ĕç? Ib. 457. Вăл корнă полсан, çиленнĕ полĕ. С.-Устье. Çавнашкал (такой-то) салтак килсен, укçа илнĕ ан пултăр (чтобы с него не брать). Альш. † Илтнĕ пулăр хĕр-çынсем: çулла каяс ан пулăр. Регули. 310. Эп онта порнатăп полсан, халь ман пата килĕччĕ. N. Порăннă полнă, тет, пĕр ялта пĕр карчăкпа старик. N. Санăн ачу вилмен пулнă, вăл сиве шăнса вилнĕ пек хытса кайнă пулнă, халĕ пӳртре ăшăнчĕ те, авă сывалчĕ.

пумилкке

пумилке (пумил'ккэ), поминки. ЧС. Собр. Пĕр-пĕр çын вилсен, унăн пумилкине е пĕр эрнерен, е уйăхран туса иртереççĕ. Пумилкине тунă чухне пĕр тиха, тата урăх япаласем пысаççĕ, ашне хума ĕстел-пукан илеççĕ те, виçшер лашапа, шăпăрпа, пĕр вар пуçне кайса, ашне хуранпа пĕçерсе çияççĕ, тата хăйсемпе пĕрле вилнĕ çынĕ те пукан çине ларса çиет, теççĕ, Ала 73°. Песни на поминках по умершем (пумилкке юрри). После смерти взрослого человека или старика в положенный родственннками умершего день чуваши справляют поминки по нем. День для поминок выбирают чаще осенью, после уборки хлебов. Гости сначала едят и пьют в избе, а потом выходят на улицу, где против дома умершего ставится чурбан. К чурбану с одной стороны прикрепляется свеча. По выходе гостей из избы свеча на чурбане зажигается, разводится костер около чурбана. Скрипач играет на скрипке, один или двое из гостей пляшут на разгоревшемся костре до тех пор, пока не потухнет костер, а остальные гости в это время кружатся вокруг чурбана и поют следующие песни. 1. Çурăм пуçĕ килет шуралса, шурă пир карсан та чарас çук; хĕвел тухĕç килет хĕрелсе, хĕрлĕ хăмаç карсан та чарас çук; пирĕн иртсе пыракан ĕмĕрĕмĕр, шурă чаршавă карсан та чарас çук; телейрен иртекен çутă тĕнче пиртен те юлĕ-çке çак тĕнче. 2. Асаттеçĕм, асатте (если молодой умерший, то вместо слова «асаттеçĕм, асатте» поют «тăванăм» или имя умершего), çурăмпуç килет шуралса, санăн сăну çук-ĕçке; чĕкеç килĕ — чивĕлтетĕ, санăн чĕлхӳ çук-ĕçке; ир тăрсан та, каç выртсан та, сан вырăну пушă-ĕçке; эпир сана асăнатпăр, эсĕ пире ан асăн. Ст. Чек. 'Пумилкке. Пăру, сурăх пусаççĕ, сăра тăваççĕ, çимĕç тăваççĕ, эрех илеççĕ, çĕр чĕртеççĕ (= çĕр-хута лараççĕ). Малтан пуçтарăнсан кĕпер патне тухаççĕ: унта чăхă пусса исе тухаççĕ, çиеççĕ асăнса, хывса масар çине каяççĕ, кĕпер хываççĕ, вилнĕ çынна каçса çӳреме Сĕтел-тенкел лартса хăвараççĕ унта, асăнса çиеççĕ. Масар çине кайсан, вут чĕртеççĕ. Хĕрес çумне юпа лартаççĕ, юпи çине çурта çутса лартаççĕ. Хăпарту, чăкăт хураççĕ. Ăрама çуртисене — мĕнĕсене исе тухаççĕ, ĕçеççĕ-çиеççĕ, вут хураççĕ, таптаççĕ, ташлаççе. Çав эрнерех эрнекун хутăштараççĕ — ĕлĕк вилнисемпе пĕрле асăнса çиеççĕ: пĕр çĕре хутăштаратпăр, пĕрле çӳрĕр, тесе. Çын вилсен, ăратнене, качча кайнă хĕрĕсене чĕнеççĕ. Арçын вилсессĕн, арçын: çывăхраххи, тетĕшĕ е ывăлĕ, çăват; хĕрарăма хĕрарăм çăват: хĕрарăма та, арçынна та шур кĕпе, шур йĕм, ун çине сăкман тăхăнтараççĕ. Урине: атти пулсан, аттине, кĕçатти пулсан, кĕçаттине, тăхăнтарса вырттараççĕ; арçын пусан, çĕлĕкне хураççĕ; арçынна шăшлĕ, тура хураççĕ. Тăприне хăне, çывăхраххи, çĕр пуçлакан малтан ярат пĕр кĕреçе. Çӳппи-çаппине, тупăк тунă чухнехи турпасĕсене масар çине кайса тăкаççĕ. Пытарса килсессĕн, пĕр читвĕрт эрех ĕçеççĕ. Виç кунĕнче така е сурăх пусаççĕ. Умĕнче пултăр! тесе çурта çутса çиеççĕ ăратнепе. Юппиччен [т. е. до общих поминок, которые бывают в «Юпа уйăхĕ»] эрне каçсерен çурта çутса асăнаççĕ, хываççĕ пумилкке тăваччен. Кĕркунпе, кĕрхи-сăрара пумилкке тăваççĕ, ăратнисене, хурăнташĕсене, ютрисене чĕнсе пумилкке тăваççĕ. Пумилккене шăматкун каç пуçлаççĕ. Ăратнесем, ютсем пĕçерсе пыраççĕ çимĕç: пашалу, çăмарта, кулачă илсе; çывăхраххисем — ялтисем тет ютрисем те — килсерен чăхă е автан пусса палăштух эрех исе пыраççĕ. Пурте пуçтарăнсан, аслă кĕпер патне, çăл патне каяççĕ пĕчĕк сĕтелпе тенкел лартса: умăнта пултăр, тесе хывса хăвараççĕ. Хĕвел ансан, е тĕттĕм пулсан, масар çине каяççĕ хывма. Унта килтен çимĕçсем: автан, çăмарта, хăпарту, эрек, сăра, пыл — камăн пур, исе каяççĕ. Малтан çиеççĕ асăнса, унтан хываççĕ. Савăтсене çавăнтах çĕмĕрсе хăвараççĕ. Масар çинчен килсен, ĕçеççĕ-çиеççĕ, купăспа ташлаççĕ, юрлаççĕ. Çурçĕр тĕлĕнче тата лартса çитереççĕ: çиекенĕ çиет, ĕçекенĕ ĕçет, хуçа ĕçтерет, юрлакан юрлат, ĕçекен ĕçет, çывăракан çывăрат. Килекенепĕрне аçа куркинчен (особый ковш на поминках) ĕçтереççĕ те, леш: умĕнче пултăр, тесе, пĕр пус-и, икĕ пус-и курки çине ярат та, ĕçет. Çав укçасене пуçтарса эрек илеççĕ. Çутăлсан çав эрекпе, сăрапа ăрама тухса, купăспа ташласа, юрласа ĕçеççĕ. Кайран, ĕçсе пĕтерсен, аçа куркине: умăнта пултăр, тесе, тапса çĕмереççĕ. Унтан вара ăратнене каяççĕ. Кам исе кĕрекенĕ патне пурин патне те кĕреççĕ. Унта та купăспа юрласа, ташласа ĕçсе-çисе çӳреççĕ. Пумилкке тусан пĕр эрнерен ăратнесене чĕнсе хутăштараççĕ. Çурта çутса асăнса: пĕр çĕре хутăштаратпăр, уйрăм-суйрăм ан çӳре, тесе асăнса ĕçсе çиеççĕ. Н. Седяк. 'Аслă пумилкке. Кăнтăрла иртсен çын чĕнеççĕ те, вилнĕ çынна асăнса выльăх пусаççĕ. Çак выльăха пуснă чух кăшт шăпăр калаççĕ. Тепĕр çамрăкрах ачана выльăх пуссан кайран лаша утлантарса хурăнташсене чĕнме яраççĕ. Лаши мăйне шăнкрав çакаççĕ, ачи çурăмне тутăр çакаççĕ, умне мăй-çикки çакаççĕ (тенкĕрен тунă). Ялти хурăнташсене чĕнсен, масар патнелле кайса çапла калать: (ятне) выльăхна илме пыр, тет. Пур хурăнташсем эрех, пыл, хăшĕ сăра илсе пыраççĕ, унтан вара хываççĕ те, кăларса тăкаççĕ. Пумилккере шăпăр, кĕсле, купăс каласа ташлаççĕ. Çĕрле пулсан, лашапа нумайăн масар çине каяççĕ. Çынсем каяччен, хайхи чĕнме кайнă ачана пĕр пиçнĕ чăхă ашĕ парса яраççĕ; çак ача пуринчен малтан кайса ашне вилнине асăнса çиет пĕчченех, вара лешсем те лашапа пырса çитеççĕ. Унта хываççĕ, ĕçеççĕ, ташлаççĕ. Çапла ташласа иртерсен, пурте киле таврăнаççĕ те, çĕрĕпе ĕçеççĕ, ташлаççĕ, юрлаççĕ, хăшĕ (конечно) макраççĕ. Ирхине пулсан, шурăмпуçпе хапха тул енне, урама тухса иртерсе яраççĕ. Урамра киле лартаççĕ, ун çине вилнĕ çынна хывнă чашăка лартаççĕ. Хайхи, чĕнме кайнă ача, виçĕ хут ташласа çаврăнать те, киллине урипе тапса йăвантарать, вара вăл килĕ темиçе кун выртать урамрах. Унтан вара пумилкке пĕтет. Масар çине, вилнĕ çыншăн тесе, чашăк, кашăк, чĕрес пăрахаççĕ; ашне çисен, шăммисене те çавăнтах кайса пăрахаççĕ. Вилнĕ çыншăн асăнса лашă пуснă пулсан, нăхта кайса пăрахаççĕ. Пирĕн масар çинче нахтасем выртса çӳреççĕ. Вилнĕ çынна чăвашсем çулталăкра виç-тăват рет асăнаççĕ. Çын вилнĕ çултан пуçласа виçĕ çимĕкре масар çине лашапа урапапа кайса асăнаççĕ (хываççĕ). Çимĕк умĕн кĕçнерни кун масар çинче çын питĕ нумай пулать асăнакан. || Так бранят лошадь (годна на заклатие на поминках). N. Ах, пумилкке, мур!

пур

слово, означающее существование, бытие, по-русски переводится: есть, имеется. См. Матер. 338. Регули 852. Он ончол тырă пор. Ib. 29. Онта ĕçме квас пор. Ib. 419. Ман окçа пор, манăн окçа номай пор, номай окçа пор. Ib. 416. Çавăн пак çынсан пор. Ib. 380. Ĕç пор чох эс тума çок, ĕç çок чох эс пор. Ib. 287. Вăл хăнасам портан килмерĕ (от того, что были гости). Ib. 420 Ĕнер çомăр порччĕ. Альш. Шăпчăксем авăтать, çĕр сайралать, епле тул çутăлми çĕрсем пур? М. Васильев. Карчăксĕм, маткасĕм — кĕшши йĕрекени те пор (некоторые плачут). О сохр. здор. Вăл (больной) хăй патĕнче çук çынсемпеле унта пур пек калаçать (в бреду). Сред. Юм. Чирлесе пôрнакан çынна ни ĕçлеймес, ним тумас, пôрĕ-çôкĕ пĕрех ôн, теççĕ (существует он или нет — безразлично). Тоскаево. Пур чухне пунеттей, çук чухне святой, теççĕ. (Стар. поговорка). Чăв. й. пур. ЗО. Пура салатса çука шырасси пит хĕн. Бюрг. Усал хаяр пире мĕн каламĕ çук сăмахсене пур туса (выдавая небылицу за истину). Коракыш. Сарма, эсĕ пур-и (ты здесь)? N. Ан вула кĕнекӳне, пирĕн урăх халап калаçмалли пур (нам нужно поговорить о другом), теççĕ. N. Ача калать, тет: çапăçу пур çинче кĕрешӳпе мĕн тăвас (раз есть возможность подраться, так зачем бороться), тесе калат, тет. Шурăм-п. Пĕвĕ пур — çĕмĕрт пек, пичĕ пур — чечек пек. СТИК. Калас, калас сăмах пур, сана питĕ каласа хăртăттăм та... Ib. Тăвас, тăвас ĕçсем пур (= питĕ кирлĕ, тумалли ĕçсем пур), çук, пушанаймастăн. Ст. Ганьк. † Калас, калас сăмах пур, кăмăлу юлас çĕрсем (места) пур; санăн кăмăлна хăвариччен, хамăн кăмăл юлайтăр. Кан. Мĕн çук япаланах пур тума тăрăшас. N. Тумтир пурскерĕн укçи те пур пулĕ. М. Тиуши. † Вуник кушак пур çинче (раз есть двенадцать кошек) пирĕн кашăк çăвас-и? Çĕнтерчĕ 9. Ах, мĕншĕн пур-ши эп! Мусирм. Анна пур, Иван пур (старинный оборот, встречающийся в народных песнях). Ib. Ай-хай тантăш Анна пур, çич ют кулли пулайчĕ. Ib. Çынсем хăнана çӳреççĕ, эсĕ пур (а ты) ниăçта çитме çук. Альш. † Ĕнтĕ пĕр аттемçем те аннемçем, сирĕнех те сывлăх пурринче кĕçĕн пуçма асла хураймăп. Юрк. Эсĕ пур-тăр, унта куллен кун манран çыру кĕтсе выртатăн пулĕ. Янтик. Тур пур (клянусь богом), эп санне нимĕскер те илмен (или: хĕвел пур, уйăх пур — клятва). ГТТ. Пĕри калать, тет: чăвашла çапла калаçма та пур-ши (неужели по-чувашски есть такие обороты)? тесе калать, тет. В. Олг. Аттин лаши пор çинче перĕн тойран йолас-и? Чаду-к. Тилĕ тус пур-ши, кума-пулма пырать-ши, тет. Ст. Айб. † Кăчăр-кăчăр çын çиет, пур çинчен мар, çук çинчен (не имея к тому оснований). || Имеющий достаток, зажиточный. N. Сыв пул та, пур пул, пуртан çука ан юл. ЧП. Пур çын ывăлĕ (сын богатого) мухтанать ашшĕ-амăшĕ пухнă мулĕпе. N. Сыв пулăр та, пур пулăр, пурте ман пек ан пулăр. (Стар. поговорка). Айдар. † Сывă пулăр, пур пулăр, пурте пирĕн пек ан пулăр. (Солд. п.). Сред. Юм. Пур çын кусси кăçта кусан. («По одежке протягивай ножки»). || Достаток, запас. N. † Ик каччине пăрахса, пĕр каччине тус турĕ, кĕпе турĕ, йĕм турĕ, çулталăка пур турĕ (сделала себе запас на целый год), ывăл турĕ, хĕр турĕ — ĕмĕрлĕхе йыш турĕ. Чăв. й. пур. 32. Кĕрӳшĕ хăй те пур çине пур тума пушкарайман. N. Хăй пур çине пур тăвас тесе пĕртте шухăшламан (не стремился к наживе). СПВВ. Пур çине пур тăвас. Регули 289. Çокпа çӳресси онта, порпа çӳреме лайăх. Орау. Пур чухне путене, çук чухне карăш. Пур чухне пылпа, çук чухне шывпа. || Жив. Юрк. Ашшĕ пур чухнех Карачăм шăллĕ патне хунчăкăш лашипе кайса пăхат. Ib. † Атте-анне пурри — кил илемĕ. N. † Атте-анне пурринче усал-хаяр çĕнеймест. П. Пинер. † Атте-анне пурринче мĕн шухăш пур çамăрăкăн пуçĕнче. Собр. † Аттепеле анне пурринче ырлăхраччĕ пирĕн çамрăк пуç. Çĕнтерчĕ 44. Вăл пур çинче (пока он жив) çын айне кĕмĕп-ха, çын хурĕ пулмăпăр (нас никто не обидит)! Хурамал. Патша пынă, хĕрин алăкĕ умне пырса чĕннĕ: хĕрĕм, эсĕ пур-и (жива ли ты), сана кам хăтарчĕ, епле хăтăлтăн? тенĕ. (Из сказки). М. Тиуши. Атте-анне пур çинчен пире тата мĕн кирлĕ.? Сунт. Атя! Вилмĕн халĕ эпĕ пурринче. || Можно. Нюш-к. Çавăнпа ку карчăк каланине ĕненме пур. Альш. Хĕлле кăна шурта çӳреме пур. Çула çулсем çинче пĕтĕмпе шыв. N. Сурана-юхана чăркаса çыхма пур. || С причастиями входит в состав особых чувашизмов. Орау. Вăл пӳлĕмре çывăрсан, ир вырăна йăтса тухнă чухне те, стаккансене перĕнçе ӳкерсе çĕмĕрес пур, унта выртмастăп та. В. Олг. Манăн коккăль туас пор. Мне надо испечь пироги. N. Ун пек çырас пор, пиçмо та çырас мар. Орау. Çимас пур (раз не хочешь есть), мĕн ларан сĕтел хушшине? Н. Сунар. Мĕн кĕтсе тăрасси пур тата? Ачач 73. Мĕн икĕ ĕмĕр пурăнас пур-им? Ау 181°. Эй ачам! тесе калат, тет, амăшĕ, — хăçан çитерес пур (накормишь), — тесе калат, тет. Толст. Ăна мĕн вĕтесси пур? Чего ее бить. Регули 71. Манăн ĕçлес пор. Ib. 377. Эп тăвас пор, эп килеттĕмччĕ. Ib. 378. Эс тăвас пор, сан килесчĕ. Кан. Мĕн хамăртан пухасси пур унта? СТИК. Мĕн ямалли пурччĕ çавăн патне çыру. Какая была надобность писать ему письмо! Напрасно написал. Сёп-к. Апла килти окçая пĕтерес пор, ма каяс ирĕкпе. ЧП. Чӳречĕрсем çинче виçĕ мерчен, хăçан ярăмланса тăни пур (бывают ли они когда нанизаны на нитку)? Тораево. Эпĕ ăна икĕçĕр тенке сутатăп, кам илекен пур? || Собр. Хĕрт-сурт вăл хăш пур киле кăмака умĕнче ватă карчăк пулса кĕнчеле авăрласа ларат, тет.

пусалăх

(-за-), выводок. Питушк. Пĕр пусалăх, выводок (яиц). Яргуньк. Пусалăх, выводок цыплят. || Переносно: дети одной матери. Яргуньк. Малтанхи арăмĕ вилчĕ те, иккĕмĕш арăмĕпе урăх посалăх çитĕнтерет. См. пуслăх, пусăлăх. ВС. Разум. КЧП. Пĕтĕмĕм шанчăк чĕрери çамрăк пусалах çийĕнче; ватти вилсе пĕтсессĕн, апла пулмĕ малашне.

арлукки

(арлукки) I. q. praeced. vox, то же, что арлаççи. См. арлӳкки. Изванк. Тĕклĕ тура тăмани арлуккинче чăх сыхланă чух, эсир ăна пуçне çавăрса ярăр, вăл антраса урăх çĕре кайтăр. Когда (особого рода) сова будет подкарауливать в мякиннице кур, вы вскружите ей голову, чтобы она потеряла соображение и улетела в другое место. (Из моленья покойникам во время обряда «çĕр тавраш»).

йĕке куккăри

или чавса куккăри, i. q. йĕке авмаки. (34а). П. И. Орлов. Йĕке куккăрине кĕрпе арманче анчах тăваççĕ, вăл ахаль лаша арманин тата урăх ахаль армансенче те пулмаçть.

чавса тытти

quaedam pars К, какая-то часть К. П. И. Орлов. Чавса тытти — чавса вырăнĕ — чавса шăтăк (51). Чавса тыттине чул сакки кашти айне аял енчен шăтарса лартаççĕ те, ун виттĕр чавсана чул йĕки патне чиксе яраççĕ. Чул йĕки куккăрĕнчен йĕке хурамисемпе йĕкене варне туса хĕстерсе чавсасене хурама чĕнĕсемпе çыхса хураççĕ. Чавса тыткине тата урăх тĕрле те тăваççĕ: чавсана шăтарса, çав шăтăкран тимĕр чиксе чул сакки кашти çумне çапса хураççĕ. Тимерин аял пуçĕ шĕлепкеллĕ пулать те, чавсасене вара çав тимĕр тытса тăрать; апла тусан, ăна чавса тимери теççĕ.

арпаштар

(арбаштар), permiscere, confundere; перемешать; aliquem alium esse, смешать, приводить в беспорядок. СТИК. Ан арнаштарcа яр-ха! Смотри, не перемешай (вещи). Ст. Чек. Пирĕн кăранташсене чистă арпаштарнă. Наши карандаши кто-то перемешал. Ib. Эп сана урăх çынпа арпаштартăм. Я смешал тебя с другим человеком, т. е. принял за другого человека. КС. Хур-кайăк ушкăнне хурчка арпаштарса ячĕ. Ястреб привел в беспорядок стаю диких гусей. Сир. Мs. 120. Вăл шыва чарать те, пĕтĕм çĕр типет, ăна уçса ярать те, шыв пĕтĕм çĕре арпаштарать (ubi in libro, typis descripto, «урăхлантарать» Iеgimus). Ст. Чек. Хамăр чей куркисене çынсеннипе ан арпаштар. Уйрăм хур, арпаштарăн. Не перемешай наших стаканов с чужими. Положи отдельно, перемешаешь. Ib. Хама тухнă утă купине-арпаштарас мар. Как бы не смешать мою копну сена с чужими. Сир. 261. Вара çав Вооз хурăнташĕ каланă: эпĕ ăна илейместĕп, хама тивĕçлине арпаштарас мар (пусть мое будет отдельно) тенĕ. || Permiscere (chartas lusorias), перетасовать. К.-Кушки. Карттă арпаштарас, смешать (или тасовать) карты.

асăн

(азы̆н), reminisci, recordari, вспоминать, поминать, упоминать. Якейк. Эп виçĕм çол ĕçтернине кĕрӳ халь те асăнать. Ib. Мана онта кам асăнакан полĕ? Кто, поди, меня там вспоминает? (или вспомнит). N. † Кайăк хур каят картипе хăмăш кӳлне ясăнса. Ах, тетеçĕм (тетеçĕм)! эсир каятăр ушкăнпа, атте килне асăнса, эпĕ юлатăп пĕчченçи çичĕ-ют килне асăнса! Дикие гуси летят вереницей, памятуя об озере с камышом. Ах братец (братец)! Вы отправляетесь гурьбой, намятуя об отцовском доме, а я остаюсь одна в чужом доме, памятуя, что я теперь уже в чужом доме, чужая! Сред. Юм. Асăннипе самай пõлтăр. Пõр япалана каçта туса пĕтерен, кăшĕ тăта асăннипе самай пõлччăр. (Об иной вещи хорошо, если и поговоришь только). Череп. Асăннипе иртĕ. Пройдет упоминанием (т. е. дальше разговоров дело не пойдет). Янш.-Норв. Анне кăмăлĕ çемçе кăмăл: асăнсан та йĕрет, асăнмасан та йĕрет. У мамы мягкое сердце: она плачет и тогда, когда вспомнит, и тогда, когда не вспоминает (бессознательно). (Хĕр йĕрри, из плача невесты). Ст. Чек. Асăннă — ака кӳлнĕ, тет. Как вздумал, так и за плуг. (Послов.; говорится неодобрительно о том, кто вздумает о чем-нибудь и сейчас же захочет выполнать свое намерение, не соображаясь с обетоятельствами). N. Сана асăннипе ал тытатăп. Жму твою руку, вспоминая тебя. || Memoriam alicuius cum caritate usurpare, поминать добром. Ст. Чек. Пирĕн ял-йышсем халĕ те сана асăнаççĕ. Наши деревенские до сих пор вспоминают о тебе. || При перемене интонацои та же фраза может иметь и дурное значение («поминают лихом»)]. Ст. Чек. Эп сана манмăп, асăнăп мана кăпла телейлĕ тунăшăн. Ib. Икерчĕ пĕçерсен, пирĕн анне калаччĕ: асăнса килекен çисе кайтăр, курайман хапхумĕнчен (= хапха умĕнчен) çаврăнса кайтăр. Когда мать пекла блины, она (всегда) приговаривала: «Поминающий добром пусть приходит и поест (этих блинов), а ненавидящий пусть повернет от ворот назад и уйдет. Ст. Айб. † Ай-хай савнă тусăм, хура куçăм! асăнать-ши пире курасшăн? Милый черноглазый друг! есть ли у него (нее) желание, стремится ли он (она) повидаться с нами? || Iniquo animo recordari. Также поминать лихом. Т.-И.-Шем. Умăнта пултăр, сĕт кӳле пултăр; эпир асăнатпăр, эсир ан асăнăр. Да будет это (т. е. поминальные яства) перед тобою молочным озером; мы вас поминаем, а вы нас не поминайте лихом. (Из поминального обряда «автан сăри»). Байгл. Эпир сана асăнатпăр, эсĕ пире ан асăн. Мы тебя поминаем, а ты нас не поминай лихом. (Из «нумилкке юрри», поминальной песни). Fontes I, 12. Ибрахим кĕрсенех, Тĕнче-çăвар тăрса ларчĕ, тет те: тархашшăн ан вĕлер, Ибрагим! ӳлмĕрен эпĕ сана асăнмăп, эсĕ мана ан асăн, терĕ, тет. Как только Ибрагим вошел в избу, Всемирное Хайло встало, село и говорит: «Ради бога не убивай меня, Ибрагим! С этих пор ни я не буду поминать тебя лихом, ни ты меня не поминай!» || Nomine appeilare alqm. De sponsa dicitur, quae prodiens inchortem omnes, quos ipsa diligit, nominatim appeilare solet, flebilibus modis de sorte sua querens. Также говорится о невесте, когда она выходит на двор и причитает, упоминая имена любимых ею лиц и угощая их пивом. Эй при этом дают и деньги в ковш. Череп. Сред. Юм. Качча каякан хĕр асăнма, тõхнă. Невеста вышла на двор «поминать». Ib. Качча каякан хĕр мана асăнчĕ. Невеста «помянула» в причитании мое имя (и дала мне пива). N. Хĕрĕ те кама хирĕç пулать, кураканне-пĕр асăнса йĕрет. || Deos nominatim appellare (de iis dicitur, qui rei divinae operantur). Также благоговейно произносить имена божеств во время жертвоприношений и молений. N. Алă çусан калать: «турра асăнар!» тет. Вымыв руки, он говорит: «Помолимся богу»! («помянем бога»). Сиктер. Хура халăх асăнать çичĕ тĕслĕ тыррипе, ачи-пăчипе, чӳ-ӳк (т. е. чӳк, producta voce, протяжно) — çырлах! Честный (трудовой) народ поминает имя твое (т. е. божие) и вместе с своими детьми приносит тебе жертву семью родами хлеба. Ib. Хăй вара çĕлĕкне хул-хушшине хĕстерет те, çапла каласа кĕле тума «тытăнать: «пӳлехçĕ, çырлах (scr. пӳлĕхçĕ-çырлах), пуснă шурă вăкăрăмпа (scr. вăкрăмпа) чӳ-ӳк... (h. е. чӳк, producta voce, протяжно) çырлах. Килĕшпе, ачам-пăчампа, выльăхăм-чĕрлĕхĕмпе пӳлĕхçĕ, чӳ-ӳк, çырлах», тесе ӳксе пуççапать. Ун хыççăн пурте: «ырă чӳк-кĕлĕ пӳлĕхçĕ хапăл ил», тесе, ӳксе пуççапаççĕ. Асăнса ларса, çиеççĕ те, киле пуçтарăнса таврăнаççĕ. А сам кладет шапку свою под мышку и так молится: «Определитель, помилуй! С зарезанным белым быком, приняв жертву, помилуй. Со всем своим домом и с домочадцами, со всей скотной, молим тебя о помиловании». Товоря это, молящийся кладет земной поклон, а за ним и остальные поклоняются, говоря: «Определитель, прими святую жертву!» Потом, благоговейно, памятуя о божествах и произнося их имена, садятся и едят, а затем, собравшись, возвращаются домой. Чхĕйп. Вара пурне те асăнса (scr. ассăнса) пĕтерсен, юмăçне ĕçтерсе, укçа парса, усатса, лашана килне еçнĕ (и q. леçнĕ, scr. йĕçне). Вара ун хыççăн кил-хуçи, ăçта асăннă (scr. ассăнă), унта нухратсам пăрахса çӳренĕ. Потом, помянув всех, накормили жреца (юмăç) и проводили его домой на подводе. Затем после него хозяин дома, по тем местам, где обитают духи, упоминавшиеся в молитве, побросал нухраты. || Parentare, поминать покойников. Нюш-к. Авалхи çынсем ӳкçисе (= укçисене) хунă чухне: е çынна вĕлерсе, е лаша-мĕн пусса асăнса çиекен-çиç илтĕр çак укçана, тесе, хунă пулать вара. Старинные люди, когда зарывали свои деньги (клады), то заговаривали так: «Пусть доищется этих денег только тот, кто убьет человека или принесет с молитвой в жертву лошадь, вспоминая положившего (т. е. произнося: «умăнта пултăр») и имея ввиду сказанное им заклятие». Шихазаны. Анне каларĕ: Пĕрре кĕрсĕра каç (накануне осенних поминок) хамăр пăяхамсем патне ваттисене асăнма кайса килтĕмĕр.... Мать моя сказала: «Однажды, накануне осенних поминок, мы съездили к деверю (точнее: «в дом старшего брата моего мужа») на поминки. || Alqd faciendi consilium inire. Также вознамериться сделать что-либо. Такмак 2. Асăннă кун тухаймарăмăр, тухнă кун çитеймерĕмĕр. В тот день, когда мы хотели выехать, нам выехать не удалось; в тот день, когда мы выехали, нам доехать непришлось. || Polliceri, promittere. Также обещать что-либо. N. Çураçнă чух асăннă япаласене, пыла леççе параççĕ. Они привозят им мед и (вообще) те вещи, которые были обещаны при сватовстве. N. Кунта лаша илсе килеççĕ, çураçнă чухне асăннине. Тут приводят лошадь, обещанную при сватовстве. Требн. 81, 14. Вĕсене ху пама асăннине илме тивĕçлĕ тунă. || Vovere. Говорится о религиозном или суеверном обещании или обете. Ч. С. Вара аттесем: Митрие чĕрт, чĕртсен, чӳк тăвăпар, тесе асăна пуçларĕçĕ. Тогда мой родители стали давать обещание принести жертву, если он исцелит Дмитрия. Ib. Пĕр асăннăскер (у др. асăннăскере) тăвас пулĕ; пĕр асăнсан, тумасан, юракан мар. Раз дан обет (принести жертву), то, я думаю, надо его исполнить; иначе нельзя. Макка 224. Унпала та черĕлмесен, юмăç мĕн калать, çавна тума тытăнать. Напр., юмăç хушăть вĕсене если вăсем хăйсен киремечĕсене туса, т. е. чӳклесе, пĕтернĕ пулсан, пирĕн святой çĕрсене асăнма хушать. Çапла асăнса хурсан, вăхăт çитет кайма. Çав святой ячĕпе така пусать и т. д. Если больному не поможет и это, то он прибегает за советом к йомзе. Напр., если они уже принесли жертвы всем своим киреметям, то йомзя советует ему дать обет посетить наши святые места. После такого обета наступает время его выполнения. Он закалывает в жертву этому (sic!) святому барана и т. п. КС. Кил-ăш-чиккинче (к’ил’ы̆шч’ик’к’ин’џ̌э) пĕр-пĕр çын чирлесен, укçа асăнса хураççĕ. Если в семействе кто-нибудь захворает, то кладут на определенное место деньги, давая при этом обет купить на них свечку тому или другому божеству. Сред. Юм. Асăнса хõнă õкçа. Кĕлле аяккалла (Ишеке, Хõсан хыçне) каяппăр, тесе, асăнса õкçа илсе хõраççĕ, çавна çапла калаççĕ. Деньгами, отложенными с обещанием, называются деньги, которые откладывают куда-либо, давая обет сходить на дальнее богомолье, напр. в Ишаки или на Пустынь. СТИК. Асăнса пĕрене çурăкне укçа хутăм (с определенной религиозной целью, с назначением, с ожиданием чего-то). Ст. Чек. Пытарнă укçана епле шыраса алтса тупмалла? — Йăтă, така, кăвакал, ĕне, кулачă. — «Кам та кам, мана, асăнса, така (е урăх япала, мĕн каланă хăй) çимесĕр ан тупайтăр» (т. е. пусть только тот отыщет зарытый мною клад, кто съест назначенную мною вещь, помянув меня). N. Ăста асăннă, çавăнта нухратсам пăрахса çӳренĕ. Ходили и бросали нухратки там, где они дали обет (принести пожертвование). Изамб. Т. 28°. Масар çине шыв сапас, тесе, асăнсанах çумăр хăпарать. Не успел он высказать обещания полить водою кладбище (во время засухи), а уж собирается дождь. Ст. Чек. Микула кĕллине кайма асăнтăм та, куçăмсем тӳрленчĕç. Я дал обет сходить к Николаю (в Промзино), и глаза у меня поправились.

аçа

(аз'а), mas, masculus, самец. N. Аçа кушак или кушак аçи, кот; аçа сысна или сысна аçи, боров; аçа йытă или йытă аçи, кобель; аçа кашкăр или кашкăр аçи, волк; аçа упа или упа аçи, медведь; аçа тăрна или тăрна аçи, журавль; аçа çĕлен или çĕлен аçи, змея самец; аçа шапа или шапа аçи, лягушка самец; аçа тараккан или тараккан аçи, таракан самец; аçа чечек, мужской цветок растения (неологизм). Ст. Чек. Сысна кĕтӳ пĕр аçасăр çӳрет. В свином стаде нет ни одного борова. Ib. Ку хур кĕтĕвĕ аçасăр. В этой гусиной стае нет гусака. В. Ив. Вăл хупăсен ăшĕнче чечекĕн икĕ чи кирлĕ япалисем лараççĕ: пĕри — аçа чечек, тепĕри — ама чечек. || Etiam de arboribus et herbis dicitur aliisque rebus, quibus neutrum genus est. Иногда слова «аçа» и «ама» ставятся при названиях растений и даже предметов неорганической природы, которые представляются имеющими те или другие признаки, как бы указывающие на пол. Что касается растений, то определения «аçа» или «ама», поставленные при их названиях, вовсе не указывают на их действительные половые отличия, рассматриваемые в ботанике, а только служат выражением общего впечатления, производимого на наблюдателя внешним видом растения. V. аçа каптăрма, аçа çăл, аçа хăмăш. Ст. Чек. Аçа пултăран — тăрăлă, вăрăлă; çулçи тăвăр. Ч. П. Анне ывăлĕ пулаччен, аçа пултăран пулас-мĕн. || Pater. Также означает отца. Сред. Юм. Аçа пĕр те, ама ăрасна. От одного отца, но от разных матерей («Отец один, матери разные»). Аттик. Суха-пуçне тавăрса, пĕр аçапа амаран пĕрех хĕр çуралнă хĕре тыттарчĕç. Перевернули соху и заставили держать ее девушку, которая была единственною дочерыо у своих родителей. (Из обряда «хĕр-сухи»). Ч.С. Тата аçаран пĕр ывăллă çынна мелке илсе пыртараççĕ. Кроме того, заставляют одного человека, единственного сына у своего отца, нести помело. (Из обряда «хĕр-аки»). Магн. 139. Пĕр аçаран-амаран хĕр таптатăп. Я, единственная дочь у отца-матери, топчу. Ст. Чек. Вĕсем пурте пĕр амаран пĕр аçаран, тет. Ib. Аçу, аçăвăн, аçăвă. || Fulminator. Также бог грома. Ч. С. Аттесем: çумăр çунă чухне çĕлĕке илсе сăх-сăхас пулмасть; çĕлĕке илсен, çӳç ăшне шуйттан кĕрсе ларать те, вара аçа çапса вĕлерет, тесе калатьчĕç. Родители говорили: «Когда идет дождь, не надо креститься, сняв шапку; если снимешь шапку, то в волосы залезет чорт, и тогда ударит гром и убьет». Ib. Чăвашсем аçа çапнине урăх тĕрлĕ шухăшлаççĕ, вĕсем: усал пĕр-пĕр çурта кĕрсен, турă вара, çав усала çапма хăтланса, çурта та тивертсе ярать, теççĕ; е пĕр-пĕр çын çумне çыпçăнсан, çапать, теççĕ. Тата çăмăр çунă чух хытă çӳреме каламаççĕ: хытă çӳресен, усал çыпçăнать, теççĕ. Чуваши обьясняют гром иначе; они утверждают, что если чорт спрячется в доме, то бог, желая поразить чорта, зажигает и самый дом. Также, по их мнению, он поражает и человека, к которому прильнет чорт (чтобы спастись от громового удара). Кроме того, они не советуют быстро ходить во время дождя, утверждая, что при быстрой ходьбе (к человеку) пристает, чорт. Б. Олг. Аçа çапсан, виç чалăша анса каят, теччĕ. Говорят, что при ударе молнии (громовая стрела) уходит в землю на три сажени. Шорк. Аçа çапас оммĕн çиçĕм хреçлĕ çиçет, теççĕ. Говорят, что перед ударом молнии молния сверкает крестообразно. Ч. С. Эпĕ, пĕчĕккĕскер, хăранипе нимĕн тăваймасăр, чӳрече патĕнче сăх-сăхса лараттăм; анне: чӳрече патĕнче ан лар, ачам! аслати авăтса, çиçĕм çиçнĕ чух чӳрече патĕнче ларсан, аçа çапса вĕлерет, терĕ. Я, будучи маленьким, не знал от страха, что делать, — сидел у окна и крестился. Мать сказала мне: «Не сиди, дитя мое, у окна! Если будешь сидеть у окна в то время, когда гремит гром и сверкает молния, то убьет громом». Собр., Козм. Аçа аçатнă (v. аçат) чухне хура çӳçлĕ çын çӳресен, аçа çапат, тет. Говорят, что если человек с черными волосами, (брюнет) будет ходить во время грома (по улице), то его убьет громом. Н. Карм. Аçа-çуррине аçа çаптăр, ама-çуррине амак çаптăр. (Авалхи ваттисен сăмахĕ). Ст. Чек. Аçа-турă пулĕ. Питушк. Ырă уяр аçи çаптăр она! тет. Торă чохлатăрах она! тет. Он (проклинающий) говорит: «Пусть его разразит громом в совсем ведряную погоду! Пусть накажет его Бог». Н. Карм. Аçа, çаптăр. Чтобы громом разразило! (Проклятие, брань). Ib. И, аçа çапманă (сапманй) пуçна! Чтобы тебя громом разразило! V. Оп. чув. синт. I, 417. Питушк. Аçа çăпасскер! Чтобы тебя (его, ее) громом разразило!

аçа курки

(к̚урги, к̚õрг'и), trulla parva, qua mortuo. si ille mas sit, iusta facientes utuntur. Quibusdam vero locis etiam feminis iusta persolventes eodem vase uti videntur, назв. поминального ковошчка. Сред. Юм. Аçа кõрки. Арçын пумилккинче паракан яка йывăç кõркана калаççĕ. Под названием «аçа кõрки» известен гладкий деревянный ковш, в котором подают (пиво) на поминках по покойнике-мужчине [в других местах — и женщине]. Сред. Алг. Çĕр каçаччен çурта çунтарса лараççĕ, ăна вăрăм çурта теççĕ. Сурпантан, ăвăспа сĕрсе, çурта тăваççĕ. Çутăлнă чухне пĕчĕк-кĕççе чаплашкапала, арçын вилсен — арçын; хĕр-арăм вилсен — хĕр-арăм... (Hie nonnulla deesse videntur. Здесь какой-то пропуск). Кăна «аçа курки» теççĕ. Унта кашни пĕр-икшер пус укçа параççĕ. Унпа ирхине, çутăлнă чух, эрех илсе ĕçеççĕ. Çутăлсан, хĕвел тухиччен, ăрама пукан кăлараççĕ. Пӳрте пĕр çын та юлмасть, пурте тухаççĕ; сăра, вăрăм çурта, çăкăр, чăкат илсе тухаççĕ, пукан çумне урăх çурта çутаççĕ, çимĕçине пăрахаççĕ. «Аçа куркине» — чаплашкана: ме сана! тесе, çапса çĕмĕреççĕ; улăма вут тивертсе яраççĕ те, юрласа, пуканпа вут тавра виç хут çаврăнаççĕ. Пехиллесе кай! теççĕ. Хăй, патне кĕмеççĕ, урăх киле, ратни патне, кайса кĕреççĕ. — Пукан кăларса, вут çуттипе саламне ăçатрăмăр, теççĕ. Пĕр-ик каçран пĕр çĕре хутăштаратпăр! теççĕ. (По возвращении с кладбища, куда они ездили ставить столб [юпа] на могиле умершего) онв всю ночь жгут свечу. Эта свеча называетея «длиниою свечою» и делается из сурбана, натертого воском. На расевете, — если умер мужчина, то мужчина, а если женщина, то женщина, — в крошечной деревянной чашечке... (Nonnulla desunt. Здесь пропуск). Это называется «аçа курки». Тут каждый дает копейки по две денег. Утром на эти деньги покупают вина и пьют его. Когда рассветает, то, ранее восхода солнца, выносят на улицу обрубок дерева. При этом в избе не остается никого, а все выходят наружу и выносят с собою пива, длинную свечу, хлеба и сырцев. На обрубке засвечают другую свечу, а кушанья бросают. Чашечку, называемую «аçа курки», разбивают со словами: «На тебе!» (здесь саово на не в значении предлога; а в смысле возьми). Солому сжигают и трижды обходят с пением вокруг обрубка и огня при чем говорят: «Уйди от нас с благословением! (т. е. благословляя)». В дом умершего ни входят, а заходят к кому-либо из его родни. Они говорят: «Мы вынесли чурбан и при свете огня проводили его привет (значение неясно). Вечера через два мы соединим их (т. е. всех покойников) в одно место. Т.-И.-Шем. Çĕр варринче пĕр çынла «аçа курки» ĕçтерме хушаççĕ? Ăна пĕр витре сăра параççĕ, пĕр курка тыттараççĕ; вăл çын вара пӳртри кашни хăнине пĕрер курка ĕçтерсе çаврăнать. Кашни ĕçекенни курка ăшне, укçа ярать, укçине ĕçтерекен çынни сăра ăснă чух курка çинчен витрене ярать. Кайран, пурне те ĕçтерсе çаврăнсан, вăл укçасемпе, мĕн чухлĕ çитет, çавăн чухлĕ эрек илсе, çав хăнисенех ĕçтерсе ярать. Çутăлсан, хăйă пăрахнă-пăрахман вăхăтра çăкăра, чăкăта тата пĕр витре сăра илсе, ăрама тухаççĕ те, пĕр çĕклем улăма вут тивертсе яраççĕ. Çавăнта пур юлашки çимĕçсене те хуранĕпех çĕклесе тухаççĕ. Вут чĕртес умĕн илсе тухнă çимĕçсене хываççĕ, юлашкисене хуранĕпех хапхи кутне (по обьяснению И. С. Степанова — около тăнса юпи) тăкса хăвараççĕ. Вăл çимĕçсене кайран ик-виç кун пĕтĕм касăри анчăксем тулаша-тулаша çиеççĕ. Унтан вара, вут чĕртсе, вут тавра хĕвеле хирĕç виçĕ хут, алă çупса, купăс каласа, юрласа, ташласа çаврăнаççĕ те, вутне тап-таса сӳнтереççĕ. Унтан вара хуçа килне урăхран кĕмеççĕ, кӳршĕри пĕр-пĕр çын пӳртне пуçтарăнса кĕрсе, сăра пулсан, сăра ĕçеççĕ, эрек пулсан, эрек те ĕçеççĕ те, килĕсене таврăнаççĕ. Хуçисем те вара килне таврăнаççĕ те, çуртне-йĕрне, савăт-сапине тасатма пуçлаççĕ. Ку ĕç вырăс эрни кун ир пулат. Сĕтел çине чашкине, çăкăрне, чăкăтне ыткалакансене параççĕ е ăрамах чакаласа пăрахса хăвараççĕ (зарывают).

ача

(аζ’а, аџ̌а; Пшкрт, Писмянка ача), infans, parvulus; puer; puella; virguncula; adolescens, adolescentulus, iuvenis, дитя, ребенок; мальчик; девочка; парень, юноша; девушка. Зап. ВНО. Амăшĕ пулсан, ачи пулать. Орау. Йăван арăмĕ ачи хыçĕнчен тасалнă ĕнтĕ. Жена Ивана уже оправилась после (ребенка) родов. Н. Седяк. Ача çуралсан, кăвапине касаççĕ. Ывăл ача пулсан, кăвапине çĕçĕпе е пуртăпа касаççĕ: çĕçĕ пек çивĕчĕ пултăр! теççĕ. Кăвапине пуртă çине хурса, çĕçĕпе касаççĕ, ак çапла каласа: ĕçе хавас пултăр! Икĕ тĕрлĕ калаççĕ. Примеч. Хĕр-арăм çăмăлланаймасан: упăшкине йăвăр, усал сăмах каланă пулĕ, теççĕ. Çавăнпа арăмĕ урлă упăшкине виçĕ хут каçараççĕ. Упăшки: унăн çылăхне каçаратăп, тет. Ача çуралсанах, çăварне çу хыптараççĕ. Ачана тĕне кӳртсен, пăртак пурăнсан, ача чăкăчĕ чӳклеççĕ. Чӳклессине пĕр-пĕр чухне ĕçсе-çисе ларнă чух чӳклеççĕ. Сĕтел çине çăкăр, ун çине пĕтĕм чăкăт хураççĕ. Унтан, ура çине тăрса чӳклесен, çăкăрĕпе чăкăтне вакласа, валеççе параççĕ. — Ĕмĕрлĕ пултăр, кунлă-çуллă, пултăр! теççĕ. Пĕр-пĕр çыннăн ача çуралсан: çĕнĕ кайăк çуралнă, теççĕ. Унтан тата ыйтаççĕ: ылттăн-и, кĕмĕл-и? теççĕ. Ылттăн — ывăл ача, кĕмĕл — хĕр-ача. Пин тенкĕ, теççĕ, çĕр тенкĕ. Когда родится ребенок, ему обрезывают пупок. Если родился мальчик, то пупок обрезывают ножом или топором, со словами: «Пусть будет остр, как топор». Пупок кладут на топор, разрезывают ножом и говорят: «Пусть будет работящим!» Говорят двояко. Примеч. При трудных родах делают предположение, что жена когда-нибудь сказала мужу что-нибудь оскорбительное и нехорошее. Поэтому заставляют мужа переступить через жену трижды. Муж заявляет, что он прощает своей жене грех. Как только родится ребенок, ему дают в рот немного масла. Немного спустя после крещения, молят ребячий сыр. Этот обряд справляют во время пирушки. Кладут на стол хлеб, а на него непочатой сыр: потом встают, совершают моление, а хлеб и сыр раздают по частям присутствующим. При этом говорят: «Пусть будет долголетен!» Если у кого-нибудь родится ребенок, то говорят: «Родилась новая птичка» (или: зверек). Кроме того, спрашивают: «Золото или серебро?» Золото — мальчик, серебро — девочка. (На это отвечают): «Тысяча рублей» (если родился мальчик и) «сто рублей» (если родплась девочка). Ср. Алг. Ача çуралсан. Пуçламан чăкăт илеççĕ, пуçламан çăкăр, сăра ăсаççĕ. Кĕл-тăваççĕ турра: турă! ху çуратнă чунна лайăх ырлăх-сывлăх пар пурăнма. Алăк уçса, пуççапаççĕ турра. Когда родится ребенок. Берут непочатой сыр и непочатой коровай хлеба, нацедят пива и молятся богу: «Боже! дай счастья и благополучия живому существу, созданному тобою!» Отворяют дверь избы и делают земные поклоны. Собран. 195. Ача çуратсан, ăна, тĕне кӳртсе, уйри тăр-пĕччен ларакан йăвăç патне илсе каяççĕ, унта хăйсем урăх ят хураççĕ; урăх ят хумасан, ача пурăнмасть, теççĕ. Когда родится ребенок, то его окрестят и отнесут к дереву, одиноко стоящему в поле. Там они дают ребенку другое имя, думая, что в противном случае ребенок не будет жить. Ст. Чек. Эпĕ ача çулĕнчен тухнă ĕнтĕ. Я уже вышел (вышла) из детского возраста (гов. когда исполнится 12 лет). Ib. Эс ача мар ĕнтĕ, ача çулĕнчен иртнĕ ĕнтĕ. Ты уже не ребенок, твои детские годы уже прошли. Ib. Ялан ача пулăттăн. Ты все хотел бы быть ребенком. Собр. 71. Ача пăхакан выççа вилмен, йытă пăхакан выççа вилнĕ, теççĕ. Кто ухаживает за ребенком, не умрет с голоду, а кто воспитывает собаку, умрет голодной смертью. Альш. Варвари Пăрăнтăкран Кашана качча кайнă. Ачине тутар арăмĕпе тунă, тет. Варвара вышла замуж из Бурундуков в Елховоозерную. Говорят, что при родах у нее была бабкой-повитухой татарка. N. † Улма пахчи турăм та эп, ача кулли пулчĕ вăл. Я рассадил яблоновый сад, но он достался в добычу детям (т. е. они воровала из него яблоки, ломали деревья и пр.). Ч.С. Эпĕ: халĕ мана никам та чаракан çук, тесе, ар шухăшăмпа шухăшласа ларатăп. Я сижу и думаю своим детским разумом: «Теперь меня некому останавливать» (т. е. удержввать от шалостей и проч.). Шурăм-пуç З. Çĕнĕрен тӳрри пур теççĕ те, çĕнĕрен тӳрри пур, теççĕ. Ай-хай, ача Учун пур та, çав Ивана пăрахаймаçть. Говорят, что имеется новый друг (любовник), а она, Ульяна, не можст бросить того Ивана. N. † Ай-хай ача Татьяна Киштек çулĕпе сиккипе. КС. Вăл ачи унăн кампа пулнă-ши? От кого у нее этот ребенок? Якейк. Валтанхи ар, хырăмра чох, эпĕр, туран куççа, анса лартăмăр. Когда я ходила первым ребенком, мы переселились с верхнего конца деревни на нижний. Шорк. Ачана кипкепе тыт. Держи ребенка в пеленках. КС. Эй, ачупа пĕрле!.. йĕрĕнтермĕш!.. Эх, чтобы тебя с твоим ребенком!.. Надоедник!.. Сред. Юм. Ача ӳкмен, сурчăк ӳкнĕ! Пĕчик ачасĕм ӳке парсан, пысăккисĕм, ачана тăратнă чухне, ача ӳкнĕ çĕре сурса, çапла калаççĕ. Не ребенок упал, а плевок! Когда упадет ребенок, то взрослые, поднимая его, плюют на то место, где он упал, и произносят эти слова. Чебокс. Тепĕр кун, кăнтăрлахи кĕлĕрен тухсан, атте ачана çĕклерĕ те, урамалла йăтса тухрĕ. На другой день, после обедни, отец взял ребенка (мою маленькую сестру) и понес ее куда-то на улицу. Собр. 103°. † Сак çинче ача вылясан, ашшĕ-амăшĕ курать — савăнать. Когда на нарах играет ребенок, отец с матерью смотрят на него и радуются. ХVIII. З1. Сак тулли ача пар. Дай полные нары детей. (Из моленья). Нюш-к. Ача пăлатна пулсассăн, уна пĕр çулталăкранах ĕмĕртме пăрахтараççĕ. Если ребенок здоров, то его советуют отнимать от груди, как только ему минет год. Ib. Тата тĕлĕкре пĕчик ачана курсан та, чирлессе, теççĕ. Говорят, что видеть во сне маленького ребенка также предвещает болезнь. Курм. Ача çăлтан топрăмăр. Мы нашли в колодце ребенка. Так говорят, когда родится ребенок. Вир-ял. Çав хĕр мана ача тет; аллине ача тытмасăр çав хĕр качча ан кайтăр! Эта девка называет меня мальчишкой; пусть не выйдет она замуж раньше, чем родит («возьмет в руки») ребенка! Шел. П. 66. Ача туман арăм ача тăвасшăн вилесене (покойникам) панă вĕт ăна (лоскут холста). Сарат. «Çывăр, ачам (хĕрĕм), çывăр! Аннӳ кайнă çырлана; татнă-татнă — ывăннă, унтах, выртса, çывăрнă. Аçа çаптăр, çиçĕм çиçтĕр, пирĕн аннене (или: санăн аннĕне) вăраттăр. Пирĕн анне вилсессĕн, çĕнĕ анне илĕпĕр. — Çĕнĕ анне аван мар, кивĕ анне аванччĕ: çĕнĕ курнитса ăшă мар, кив курнитса ăшăччĕ. Ст. Айб. † Чипер ача куйланать савнă ачи килментен. Красавица тоскует оттого, что не пришел к ней милый. Абыз. † Атăл çинче алă майра, сараппань виттĕр çил вĕрет. Пирĕн ачисем пулчĕ (ç) пӳлч (= пулĕ?) На Волге 50 русских женщин; сквозь их сарафаны продувает ветер. Вероятно, это были наши ребята. Альш. Вĕрентесси теплелле, çынсем унта темĕнле, епле пурăна пĕлмелле? тетĕп. Шухăша юлтăм хайхи ача. Как еще будут обучать? Каковы-то там люди? Как там жить? Задумался парень (т. е. я). N. Ыйтат, тет, ку хĕрĕнчен: камран сан ку ачу? тесе. Спрашивает этот у дочери: «От кого, говорит, у тебя этот ребенок?» Сказки и пред. чув. 17. Сĕм вăрманăн ачисем йăвисене кĕреççĕ. Дети дремучего леса входят в свои жилища. Регули 1248. Эй она ачан корса. Эп она арăмăн илтĕм. Я ее видел еще ребенком. Я ее взял вдовой. С. Тим. † Вун çитĕ çулхи ачупа кам юратса вылямĕ. С 17-тилетним юношей кто не пожелает играть? Альш. † Ашшĕ-амăшĕ ӳксе, йĕрсе юлчĕ ытам тулли сарă ачишĕн. Родители плакали навзрыд («упавши») о своей милой красавице дочке. Кратк. расск. 20. Атте, яр ачуна пирĕнпе. Отец, отпусти сына с нами. Изамб. Т. Унта халăх пухăннă çĕре асламăшĕ: ачи, ачи Павăлĕ! Пăхран-шăкран тасалнăччĕ, шыва кайса вилейчĕ, тесе, кăçкăрса йĕрет. Там, при собравшемся народе, бабушка (его) ревет благим матом, пряговаравая: «Бедный Павел! Только что ты успел вырости до того, чтобы ухаживать сам за собой, и уж утопул в речке!» N. Эсир пĕлекен Хурамал ачи Елеазар (конец письма). Известный вам Карамалинский парень Елеазар. Лашман. † Урамăрсем тӳрĕ пулас пулсан, хĕрхенмĕттĕм йĕс кĕлелĕ аттăма; ачисем ачана çитнĕ пулсан, хĕрхенмĕттĕм кĕмĕл çĕррĕме; ачисем ачана, ай, çитеймен, кĕмĕл çĕррисем ăстантан тухайман. Если бы улицы были прямые, не пожалела бы я своих сапог с медными подковками; если бы парни были на возрасте, не пожалела бы я своего серебряного кольца... Парни еще не выросли, серебряные кольца еще не вышли из литейного стана. Собр. † Çинçе пилĕк сар ача пĕччен çывăрнă чух, ай, пулайинччин! Ах, если бы красивый юноша с тонкой талией был около меня, когда я сплю одна. Эпир çур. çĕр-шыв. Шкулта пурĕ 90 ача вĕренет: вĕсенчен 50 ача хамăр ял ачи, 40 ача урăх ял ачисем. Альш. Ачапа вилнĕ. Умерла из-за ребенка (т. е. от родов). Ib. Çăмăлланаймасăр вилнĕ. Умерла, так как не могла разродиться. Ib. Çав çынпа пулса (çӳресе), ача тунă. Прижила от этого человека ребенка. Макка 142. Ача, пурăнасса нимĕн шухăшсăрах тенĕ пекех пурăнатăп. Живу я, братец, без всякой думушки и заботушки. || Qui blanciius alloquuntur, primae personae terminationem addunt. Прибавление к этому слову суфф. притяж. 1 л. ед. ч. делает обращение более ласковым. Изванк. Кин ачам! çынна ытла йăвăр сăмах ан кала, çынна тĕксе ан яр, ачам, çын сăмах хыççĕн кăлăх ан кай, хуна ху пĕл. Милая сноха! не говори другим оскорбительных слов, не отталкивай от себя людей, не поступай необдуманно по чужим советам, знай сама себя. (Наставление, даваемое молодой стариками и старухами; из обр. «Çĕн-çын яшки»). Ст. Чек. Ачам, кăлăхах çынпа вăрççа ан çӳре. Не бранись, дитя мое, попусту. || De pupa. О кукле. Сред. Юм. Калăпа пир таткисĕмпе чӳркесен, пĕчик ачасĕм: ача, тесе, çĕклесе çӳреççĕ. || In allocutionibus significat sodalem. Нередко употреблаетея в обращениях, в смысле брат (к лицам обоего пола, как и это русск. сл.). Б. Олг. Çитмест-и сана ик сом вонă пус? — Ах, ачам, çапла йӳн полат. Не будет ли с тебя шестидесяти копеек? — Ах, это, брат, (слишком) дешево будет! Ст. Чек. Ача, атя шыва кĕме каяр. Идем, брат, купаться.

ача кӳпчĕкĕ

(к̚ӳпц’э̆гэ̆), secundae, Nachgeburt, послед. Чăвашем 2. Вара ачана çапла тирпейлесе хурсан, ача кӳпчĕкне илсе, çăпата çине хураççĕ те, ăна картана ут кункăри айне кайса лартаççĕ те, ăна пĕр-пĕр япала витсе хураççĕ. Вăл ача кӳпчĕкне пĕр çын, та курминччĕ, тесе, пит хытă пытараççĕ; ăна пĕр-пĕр курайман çын илсе, çав çăпатана ӳпĕне çавăрса хурат, тет; ăна ӳпĕнтерсен, вăл ача вилет, тет; вăл ача амăшийĕн вара урăх ача пулсан та, пĕри те пурăнмасть, тет. Уклав таким образом ребенка, берут послед, кладут его в лапоть, относят в хлев, ставят его под колоду, в которой месят лощадям, и сверху чем-нибудь покрывают. Послед прячут очень тщательно, — так, чтобы его никто не увидал. Говорят, что если какой-нибудь ненавистник перевернет этот лапоть низом вверх, то ребенок умрет, а сделующие дети его матери не будут жить, хотя бы они и рождались. То же слово есть ив Череп.

ача ту

(т̚у), partum edere, родить ребенка. Курм. Теменке çол порнаççĕ вăсам, арăмĕ ача тумаçть. Они прожили много лет, но жена его не родила детей. Чист. Унта вара ват карчăксем те пыраççĕ; ача тума пăрахнисем кăна пыраççĕ, çамрăккисем пĕри те пымаççĕ. Туда приходят и старые старухи; приходят только те женщины, которые уже перестали родить детей, а из молодых не приходит ни одна. Артюшк. З69°. Пĕр пичĕ уйăх, тепĕр пичĕ хĕвел ача тăваканне илер, тенĕ. Возьмем такую, которая рожала бы таких ребят, у которых одна щека была бы месяц, другая — солнце. Ст. Чек. Мĕн пур пĕр ар турăм та, урăх тумарăм та... Я родила всего только одного ребенка. Ib. Тăват ача çынпа тунă. Родила четверых от чужого (при живом муже). Альш. Эпĕ лайăх ача тăваймарăм, ялан пăрахса пытăм. У меня не было благополучных родов, а все выкидыши. Ib. Ăнман арăм вăл, ялан хырăм пăрахать. Якейк. Хĕр-арăм сара хутра анчах вон ачаран ытла тăвать. Женщина редко родит больше десятерых (у женщины редко бывает больше десятерых детей).

-ах

(-ах), particula definitiya, quae proprie quidem ean-dem vim habuisse videtur, atque adverbia Latina modof tan-tummodo, nunc vero hoc modo adhibetur. Ограничительная частица, которая первоначально, повидамому, имела значение русского наречия только, теперь же ставится в следующих значениях. Ad augendum ponitur et cumulandum. Выражает усиление. Ст. Чек. Кунтах вĕт, ста каятăн тата шырама? Ведь (это) здесь (а не в другом каком-либо месте), куда же ты идешь искать? N. Çăл хĕррипе танах (прямо вровень) ларать. Регули 1343. Утсам-сăрах йолчĕ вăл. Кĕнекесĕрех пĕлет. Остался совсем без лошадей. Без книги знает. Ib. 1346. Эп она арăмăнах илем. Пусть она вдова, я ее все равно возьму. Çавăнпа утăнах корнать. Кажется точь-в-точь как лошадь. Скотолеч. 20. Кирек мĕнле суран пулсан та, малтан юн тухать, хăш чухне хытах (совсем сильно) юхать. Шурăм-п. № 4. Çакна Митюк амăшĕ вилнĕ те, хăй ачишĕн хăрасах кайнă (сильно испугалась): çăпан ан тохтăрах! (как бы, сохрани бог, чирей не выскочил). Альш. Никамах та палласах каймастăп-ха эпĕ ял çыннисенчен, Пăрăнтăксенчен. Я еще в сущности не знаю никого из деревенских, бурундуковских. Орау. Хĕрĕ тарсах каймаçть (т. е. не совсем противится ухаживанию). Регули 1361. Ватах мар. Не очень стар. Ib. Париш нумай илтни? Пат те нумаях илмерĕм. Много ли взял барыша? Не очень много. Ib. 1356. Çичĕ орапа полĕ-и? Он чолах çок (или: полимĕ те). Будет ли семь телег? — Столько не будет. Ib. 1359. Хăнча-та-полсан тытăп-тытăпах. Когда-нибудь непременно поймаю. Ib. 1342. Çăвашлах пит пĕлмест. По-чувашски он не очень то знает. Ib. 1340. Çолтан-çолах ватăлах пырать (поянланах) пырать. Контан конах çăмăлăн (çăмăлтарахăн) тойăнать (çăмăлланах пырать). Из года в год все старится (все богатеет). Из дня в день все становится легче и легче. Ib. 1506. Тытасах (тытас) мар полсан, тытмăпăр. Каймаллах мар пулсан, каймăпăр. Сред. Юм. Пит каясах тесен (если уж очень хотите итти), кайăр эппин. Регули. 1452. Эп она ачаннах корса. Я его видел еще ребенком. Орау. Питĕ вайлă тунă-пш? — Хытах хĕненĕ, тит. Очень здорово (сильно) отделали его (били)? — Говорят, что совсем здорово отколотили. Капк. 1929, № 1З, 6. Кунта паçăртанпах тăракансем пур. Здесь есть люди, которые пришли сюда давно («еще с давешних пор»). Регули. 1452. Эс каясшăнччĕ, каях. Он каяс килет полсан, кайтăр вăл. Ты хотел идти, так уж иди. Если ему хочется идти, пусть он идет. Орау. Тур куртăрах сана! Пусть же тебя бог накажет! Ib. Йытă çытăрах сана! Пусть же сьест тебя собака! Ib. Кашкăр тыттăрах ку чĕмерене! Пусть волк поймает эту дрянь! Якейк. Кĕрсе выртăрах, анчах пирĕн çималли çок. Ночуйте, но только у нас нет ничего съестного. (См. Оп. иссл. чув. синт. II, 144). || Aut ad definiendum diligentius. Уточнение. Якейк. Копайăнах (по копне) торттарса пĕтертĕм. Ib. Копипех тияçа килтĕм. Я привез сразу всю копну. Ала 4. Хопаха кĕчĕ, тет, лашине толах кăкарса хăварч, тет (т. е. не въезжая во двор). Регули. 1347. Эп сана окçанах памăп, таварăн парăп. Уж я тебе деньгами-то не дам, а товаром дам. N. Ман хулана ыранах (завтра же) тухса каймалла. Собр. 212. † Ирхине тăтăм, хура вăрман çинче сасă илтрĕм. Вăл сасă сасах пулмарĕ, курайман тăшман сивĕтрĕ. || Praeterea ponitur, ubi de eadem re aliud quippiam praedicatur. Тождество. Регули 1334. Ĕнер килекенĕ çав çынах. Çав çынах исе кайрĕ. Ib. 1ЗЗЗ. Çак кĕнеке çакăнтах выртать. Ст. Чек. Çак лашах кĕрсе таптарĕ-и? Ib. Çак лашах çамрăк чухне хĕрĕхшер пăтпа çӳретчĕ. Вот эта же самая лошадь, когда она была молодая, возила по 40 п. клади. || N. Тунă тунах, лайăхрах тăвас пулнă. Если уж делать, то надо было сделать получше. Çырнă çырнах, лайăх сăмах çырас. Изванк. Пирĕн каларĕç: пĕр тутарнă тутарнах, луччĕ аван тĕплĕрех тутарас, терĕç (= лучше заставить лучше сделать, если уж раз мы заставляли сделать, т. е. моление). || Ad confirmandum quoque adhibetur. Или утверждение. Янтик. Каланах ĕнтĕ эсĕ ăна аçуна, чăтаймастăн нимпе те! Ты непременно скажешь это отцу, никак не утерпишь! N. Тарçă тарçах вăл, çавăнпа сурăхсене пăрахса тарать вăл. Якейк. Пор порах, çок çоках. Достаток, так достаток и есть, а бедность, так уж бедность и есть (богатству нельзя сравняться е бедностью). Орау. Те ку япаласене шухăшласа кăларса çырнă, те ун пек ухмах пулнах та вара. Неизвестно, выдумка ли это («утка»), или же подобвый дурак существовал в действительности. Якейк. Каймастнах поч, ача! Нет уж, видно, ты не пойдешь! Альш. Патша калат тилле: тилĕ, сан каччу аванах иккен, тет. Царь говорит лисице: «Лиса, предлагаемый тобою жених действительно, кажется, хорош.» || Aut ad eligendum. Или выделение. N. Çырмасăр хăварас мар; ытлашши çырсан та, çырниях аван. Непременно надо написать; хоть и лишнее напишешь, а все-таки лучше написать. N. Кайниех аван. (Все-таки) лучше пойти, чем не пойти. || Aut ad modum rel constituendum. Или ограничение. О сохр. зд. Ерекен чир тумтирсенчен патакпа хулласах каймасть (одним выбиванием). N. Мана укçа кирлĕ мар, эп çак çăмарташăнах (только ради этого яйца) килтĕм. Якейк. Çак килтен паришах пин тенкĕ илет вăл (одного чистого дохода). Ib. Паянах мар, ыран та килĕп. Ib. Он çортсам Хосантах мар, Москавра та пор. Ib. Вăл вырслах мар, тотарла та пĕлет. Регули 1362. Пĕр çынах мар пырса онта. Не один только человек приходил туда. Ib. Маннах мар çохалнă. Не у меня одного пропало. Ib. 1364. Вот татмах кайри (= кайрĕ-и) вăл онта? Он пошел туда только для рубки дров? Ib. 1335. Çавăншăнах çиленчĕ вăл. Он рассердился только из-за этого. К.-Кушки. Вăл кĕнекене эпĕ икĕ тенкех илтĕм. Я купил эту книгу только за два рубля. Регули 1491. Эпĕрех мар (эпĕр анчах мар) корса, вăлсам та корса. Вăл вырăслах мар, тотарла та поплет. Изванк. Кашни чӳклемесерен урăх кĕлĕсемпе кĕл-тăваççĕ, пĕр кĕлĕпех кĕл-тумаççĕ (а не одною только). || Nonnumquam significat simulac, simulaique. Иногда значит как только. N. Эпĕ, татсассăнах, ыратнине пĕлмерĕм. К.-Кушки. Пырсассăнах каларăм. Я сказал об этом тотчас по приходе. Регули 234. Йор çусанах (çусассăнах) ирĕлсе каять. || Praeterea ponitur in sermone desperantis aut, quid agat, nescientis. Иногда выражает растерянность или отчаяние. Якейк. Коланай пама окçа штан топасах? Положительпо не знаю, где взять денег для уплаты податей! Ib. Шта ларасах ар? Йăлтах ăвăнса çитрĕм! (положительно не знаю, где сесть). Ib. Мĕн тăвасах? Мана тытма килеç, тет! Что делать? говорят, идут меня арестовать! || Alia, quae hue pertinent, exempla v. in. — ех. Другие относящиеся сюда примеры см. в статье — ех.

пусар

, посар, (-зар), придавить. М. Васильев. Порăкне çил йăвантарса ямантан тăпра моклашкипе посарать. N. Араслан урипе пусарнă та, калать: малалла пăхмасăр хăрас çук ĕнтĕ, тет. N. Хуласенчи çынсем пурте, çуртсем куçса пусарасран хăраса, хуласенчен тараççĕ. N. Йывăр чул пек пусарса тăрать. N. Иçĕм-çырли шывне пусарса кăлармалли вырăн. ТХКА 76. Çапла каласан, пирĕн хура йытă тирĕнчен çĕленĕ çĕлĕке сылтăм аллипе çамки çине пусарсах лартрĕ. N. Слонĕ ун çине кайса ӳксе, хăйне те çавăнтах пусарса вĕлернĕ. Чем люди живы. Манăн упăшкама та халĕ анчах пытарчĕç, вăрманта йывăç пусарса вĕлерчĕ. || Топтать. N. Вилнĕ çын тăприне те: умăнта пултăр, тесе, таптаса пусарса хăвараççĕ. || Уложить. Хурамал. Çӳле йăвăç нумай пусарнă. Сверху на крышу наложено много лесу. Альш. † Çав çулçине кам пусарĕ, пусарсан пусарĕ лăпкă çил (на одном месте уложит). Н. Тим. † Кӳлсен кӳл лашуна паррипе, аслă çул тусанне пусарма. С. Айб. † Кӳлсен кӳлĕр утăра паррипе, аслă çулăн тусанне пусарма. || Мочить (коноплю). Пшкрт: канды̆рзан'а шуа позараччы̆. || Посадить наседку; сажать на яйца для выводки. В. Байгул. † Аттепе анне пусарнă чăх-чĕпписем пахчаран пахчана саланчĕç. Вир-ял. † Анне пусарнă чăх-чĕппи пахчаран пахчана саланчĕç. Бюрганский. Ак, ме сана чăхă; эпĕ сана савса илсе килтĕм; пусарасса та санăн ятна тесе асăнса пусарнăччĕ. Альш. Хур-кăвакал пусараççĕ Элшелсем йышлăн. Ib. Хăшин-хăшин çавăнпа виç-тăват пӳртлĕ те пулаççĕ: путексем-пăрусем хупма, ĕне-выльăх кӳртсе пăтратса кăларма, хур-кăвакал пусарма пӳрт кирлĕ. || Валять. Ст. Чек. Тăлана пусараççĕ: тăлана тăршшĕпе хутлам-хутлам хутласа, çине те, айне те хăма хурса, кĕлет пĕрени айне хураççĕ, тăлан аялти хăмине йывăçпа е хулăн хăмапа, ун айне, вăрăм пуçĕ еннерех, пукан вырттарса, вăрăм пуçĕнчен пуçĕнченех аялалла пустарса тăма йывăр япаласем хураççĕ. Пусарнă тăла тикĕс, яка пулать. Орау. Тăлла пусарса хутăмăр-ха паян, епле картланĕ. || Усмирять, успокаивать. Кан. Контрреволюциллĕ пăлханăва пусарнă, тесе пĕлтернĕ. N. Киприан шуйттанпа тавлашса каланă: сирĕн вăйăр çапла-и? сире вăйсăр хĕр те çĕнтерет, тенĕ. Усал Киприана пусарса каланă: эпĕ ăна улталаса çылăха кӳртме урăх май тупăп. || Укротить. О пьяницах. Ӳтне пусарасшăн тăрăш. Юрк. Пирĕн пек çамрăк ачасене йывăр хуйхă ӳкрĕ — пусарчĕ. || Успокоить, утешить. С. Айб. † Тусан тăвăр тусăра саррине, ăшăртан хуйхăра пусарма. N. Манăн хамăн укçа çук, çавăнпа хуйха пусара пĕлместĕп, тенĕ. N. Ăша пусар, утешать. N. Унтан вара хуйхăна пусар. N. Эс те пусан ман кăмăла пусар. || Оплодотворять (о самцах). Вĕлле хурче 21. Ват амăшне питĕрмесен те хăруш мар, çамрăккине, сăрă (трутень) пусарманнине, питĕрес пулать.

пусă

(-зы̆), отдельные части поля. Изамб. Т. Ыраш пусси, çуртăри пусси. Ib. Çапах пусса-пусса ята виçшер теçеттине тивет (на душу в каждом поле). N. Пĕр пусă актар. Юрк. Ĕлĕк пĕр анана яхăн акакан çын, халĕ пусса-пусса улт-çичĕ ана ака пуçлат. N. Çавăнпа вăл çĕре темиçе пусăва уйăрсан, кашни пусăра çĕр пăртак-пăртак анчах тивмелле. Землед. Сирĕн пусси-пуссипе мар-и мĕн? тетĕп. — Çук, — теççĕ. Вĕсем пĕрмай урăх тырă акса пыраççĕ, вĕсен хура пус çук. Сред. Юм. Пôсса çитех кайрăн-а эс. Разве ты ходил до самого поля. ЧП. Пусă урлă килмесĕр. Ib. Сарă пусăпа çӳренĕ вăл.

путкăлăх

, путкăллăх, , топкое, вязкое место. Макка 44. Вăл путкăлăхра-шывра рак пит нумай пулнă. Юрк. Путкăлăх шурсем, тарăн çырмасем. N. Путлăлăхран тухсан, Ивана урăх кĕпе-йĕм тăхăнтарнă.

пушат

(-ж-), опростать, разгружать, выгружать. Ау 18°. Укçана пушатса кĕчĕç, тет. Регули 1368. Пăрластăк пошатсан, çăмăлтарах полĕ. || Ссыпать. Альш. Черет çитсен, тырра пушатаççĕ те, укçа илеççĕ. || Переливать. N. Эрехне е çуне урăх савăт çине пушатаççĕ. || Осушать, опоражнивать (при выпивке). Кан. Пуху хыççăн пуянсемпе Петĕр çĕрĕпе çуттине пушатаççĕ. || Охолостить, кастрировать. N. Ыþă пушат, выложить жеребца.

пушмак

башмак, ботинки, туфли. Альш. † Ĕнчĕ пушмак, шур чăлха. N. Вĕсем е пушмакĕсе (= пушмакĕсене) хапха урлă ытаççĕ, е куçĕсене тутăрпа хупласа хапхаран тухса каяççĕ, тата сурăх ури тытаççĕ (на святках). Микушк. Пушмак ывăтаççĕ: пушмакăн сăмси ăçталла выртать, çавăнталла качча каймалла, теççĕ; каччă пусан, çавăнталларан хĕр илмелле, теççĕ. Илебар. † Пушмакки пичĕсем (у них) хурăн хуппи. || В перен. знач. Чăв. й. пур. 16°. Пуçа ӳксен, пушмак: килте урăх шанăç пулмасан, йĕрес те çӳрес пулать, ниçта тухмасăр, килтех пурăнма хал çук. Орау. Пуçа килсен пушмак: тăратсан (когда вызовут), мĕн те пулсан авăртан (если спросят урок, приходится что-нибудь молоть). N. Поçа килнĕ пошмака час хывса прахмалла мар.

пӳкле

прямо. СПВВ. Пӳкле кĕрес. || Прямая дорога. А. Турх. N. Пӳкле кайнă — пăх хыпнă, çаврăна кайнă — çу хыпнă. С. Айб. Пӳкле каякан шыва кайнă, çавра каякан çăв çинĕ (вар. хыпнă), теççĕ. Собр. Пӳкле каякан пӳлĕнет, çавра каякан çăв çиет, теççĕ. || Нечаянно; неожиданно, вдруг. СПВВ. Пӳкле вилнĕ. Календ. 1906. Шăтăкĕ пӳрнескенĕн аяккинче пулсан, хурт амине ĕç-хурчĕсем пӳкле кăларса вĕлернĕ пулать. Собр. Пӳкле вилнĕ çыннăн ӳчĕ хирте выртсан, çумăр çичĕ яла пулмас, тет, çын вилли вăл пит шывшăн çунат, тет; çавăнпа вăл, çумăр киле пуçласан (перед дождем), çумăра хирĕç каят, тет, çумăр, çын вилинчен хăраса, урăх-çĕрелле пăрăнса каят, тет. И. С. Степ. Пӳкле, нечаянно, неуместно: пӳкле вилĕм, пӳкле калаçать, пӳкле сăмах.

пӳр

(пур'), присудить, дать, предопределить, штрафовать (в некот. гов.). СПВВ. Турă пӳрчĕ (дал). Б. Олг. Çапла торă пӳрсе полĕ. Ib. Хам телейпеле торă пӳрсе парчĕ (находка). Хорачка. Сана торă пӳрсе конта çырса çӳремешкĕн. Ib. Çоратнă чоня лепле пӳрсе, çана кормасăр полмаст. Ib. Ана-йĕрен çинче тыра-пола вольăк таптаса пракат, ана пăльовой пырат та, пӳрет. N. Васкани çитермес, тет, пӳрни çитерет, тет. Четыре пути. Турă пӳрсен, эсĕ авлансан, ачу-пăчу пулсан, асту, вĕсене лайăх ăса кӳртме тăрăш. Ст. Чек. Ах, мăнтарăн турри пӳрмерĕ те, атте панă лайăх кăвак ăйăр хапхаран кĕреспе ӳксе вилчĕ. Ib. Ăна çапла пӳрнĕ пулĕ. Такова его судьба. Изамб. Т. Пӳрменнине туртса илеймĕн. Ib. Пĕр-пĕр çын укçа тупсан: укçа ăна пӳрнĕ, теççĕ. Бижб. Пӳрмен çăкăр çăвартан тухса ӳкет, тет, пӳрнĕ çăкăр шăл хайăрса кĕрет, тет. Вил-йăли. Çурта умне, кулник сакки çине вилнĕ çынна пӳрнĕ чĕреспе чашкă лартаççĕ. Вăл чĕреспе чашка вилнĕ çын пытарнă чух хыв-нăранпа тулта тытаççĕ; вĕсене вилнĕ çынна параççĕ: вилнĕ çын савăчĕсем, тесе, урăх çĕре ниăçта тыткаламаççĕ. N. Ан хăрăр: сире вăл укçана аçăр турри пӳрнĕ, сирĕн ĕлĕкхи укçăр манăн алла çитрĕ, тенĕ тарçи. ЧП. Турă пӳрнĕ-çырнă пулсассăн... Ib. Пӳрмен мулсене (несужденые) шыраса. ЧС. Турă пӳрмесен, эсĕ мĕн тума çӳрен (что станешь делать)? N. Вĕсем курнă инкексене никама та курма турă ан пӳртĕр. АПП. † Хăна пӳрнĕ мул тупăнĕ, пӳрмен мулсене шыраса, ылтăн пек пуçна ан çухат. П. Федотов. Çырлах, турă, перекетне-тухăçне пар, ĕçме-çиме пӳр (удостой. Моленье). Ир. Сывл. 12. Пӳрех ĕнтĕ эс мана ирĕклĕхпе сывалма. Альш. Пӳлĕхĕ пӳрсе пулчĕ-ши, хам пĕлмесĕр пулчĕ-ши? Ib. † Турă пӳрсен, çырсан, пăрахмасан, эпир те пулмăпăр-ши çурт пуçĕ? Пазух. Атте-анне çурчĕ ылттăн сăпка, хăш ачине пӳрет те, çав тытать. М. Тув. † Ах, акийăм Тӳми пур, килте ырлăх нумай та, сана çима пӳрмерĕ. Юрк. † Турă çырни-пӳрни пулмасан, çаккăнти сарă хĕр вăл пирĕн. Шибач. Вăл мана торă пак пӳрсе пачĕ (наделил меня). Собр. Çырни-пӳрни пусма вĕçнех килет, теççĕ. (Послов.). Ib. Пӳрмен япала, çăвартан тухса ӳкет, теççĕ. (Послов.). ЧП. Турă çырсан, турă пӳрсен. Т. VI, 2. Пӳрменне пӳрсе пар, пӳрнине çуратса пар. Сир. 77. Мĕн хăйне пӳрнипе çителĕхлĕ тăракан çынпала ĕçлесе тăрăшса пурăнакан çыннăн кунçулĕ савăнăçлă иртет. Ib. 68. Хăй пурлăхне ывăлĕсене пехиллесе (= пӳрсе) хăварнă чухне вăл хĕрĕсене те пай панă. N. Хĕрĕмрен Сарраран ача-пăча курма пӳртĕрччĕ ман. Истор. Ăна патшара нумай ларма пӳрмен. Бес. чув. 5. Анчах унта вĕренсе тухма ăна пӳрмен. Тăв. 51. Ачам, мана та вара ан пăрах. Турă мана ку енчен те пӳрмерĕ, хуть эс те пулин ан пăрах. Баран. 31. Пĕрре этемсем кама мĕнле телей пӳрни çинчен калаçса ларнă. СПВВ. КЕ. Выльăхсене хĕлле кашкăрсем витеренех тытса каять те, ăна пӳрни тесе калаççĕ. ТММ. Пӳрни чӳречене килсе шаккат. Ерк. 12. Сентел тĕсĕ пит-çăмарти, яштак пӳ те тӳрĕ ура — пӳрнĕ хĕре пурнăçра! Янтик. Хама пӳрмен пуль çав, çавăнпа çухалчĕ пуль. Ib. Хамăра пӳрмен пуль çав: хамăра пӳрнĕ пулсан, вăрласа та каймĕччĕç ăна. Альш. † Пӳрни ăçта, пӳ унта; çырни ăçта, пуç унта. (Турă пӳрни). Сред. Юм. Хуна пӳрни таçта та çĕтмес Что тебе определено, то ты все равно получишь. К.-Кушки. Ырлăха пӳрен ырă (назв. духа). Ерк. 7. Мĕн кирлĕ-ши кăна пирĕнтен? Пӳлĕхçĕ, пӳр инкекрен! терĕçĕ.

пăлан

план, усадебное место. Юрк. Таçта ял вĕçне пăлан илнĕ, калăн (словно), урăх çĕрте вырăн пулман, тесе.

пăр

(пы̆р, пŏр), повертывать, поворачивать. Шел. П. 66. Куçне урăх енелле пăрса тăрать. Чертаг. Пăрмалли патаксам (у сохи, вставлены в подвои, патвай, их 2). Синьял. Пĕр карта сурăх, пурте пуçне пăрса выртаççĕ. (Кăмакари кукăлсем). Чем люди живы. Амăшĕ вырăнĕ çинче пĕр хĕр çине йăванса карĕ те, хăрах урине пăрса ячĕ (свернула). Орау. Яратав Йăхăначĕ ĕлĕк пăрусене, тыр çине-мĕне тухсан, яланах хӳрисене пăра-пăра яратчĕ, тет (чтобы отвадить). || Выжимать. Сёт-к. † Порçăн тоттăр — варличчĕ, халĕ эпĕ карăм та, пăрнă тоттăр полса йолчĕ. Байгул. Пăрнă тутăр, выстиранный и выжатый платок. Скотолеч. 12. Таса пире (холст) сивĕ шывпа йĕпетсе пăраççĕ. N. † Шур Атăл шывĕпе пăрса илĕпĕр (выжмем). Кратк. расск. 17. Эпĕ çав пиçнĕ çырласем шывне Фараон курки çине пăрса илтĕм. N. Вăйăран кĕрсен, кĕпесене пăрса тăкатпăр — çара шыв пулать? N. Кĕпесене хăвăрт-хăвăрт чӳкесе пăрма тытăнчĕ. Кулине юлашкинчен Марук кĕпине пăрса типĕтрĕ. || Драть (за ухо). Шорк. Асту, холхуна тытса пăрăп. Смотри, я надеру тебе уши. IЬ. Кил-ха конта, эпĕ сана холхунтан пăрса ярам. Иди-ка сюда, я надеру тебе уши. N. Хăваласан-хăваласан, ватнă ачине тытрĕ те, холхинчен питĕ хытă пăрчĕ те, ачи çохăрса ячĕ. || Разводить (пилу). N. Пăчăк шăлне пăр. || Ввертывать. Изамб. Т. Малти шăлсенчен икĕ енне пĕрер турта пăраççĕ. N. Ламппа пăрса кӳртсе лартнă. || Свивать на станке. N. Пăрнă пушă, кнут свитый на станке из кудели. || Отклонять, отворачивать, устранять, обходить. Сёт-к. Вăл хошнисене хамран пăримастăп. Я не могу отклонять от себя его приказаний. N. Вĕсем шанчăксăр çынсем, вĕсене куç умĕнчен пăрма çук (за ними нужен глаз да глаз). N. Пуянсене анчах кӳртсе пĕтерчĕç (приняли в часть при аренде леса), чухăнсене пурне те пăрса хăварчĕç. Кан. Тырăпа услам тăвать, ăна та суйлавран пăрман. || Искажать смысл. N. Çын калаçнă чух пĕр сăмах çинчен тепĕр сăмах çине пăрса кайман-и? || Уклониться от темы. N. Сăмахне урăх çĕрелле пăрса яма тăрăшаççĕ.

пăрахçă

(-с'ы̆), то же, что пăрахăç. Панклеи. Пăрахçă = пăрахăç пол. Сиктер. Урăх вырăна каяс терĕм те, пăрахçă турăм (= урăх шухăш тытрăм).

пăрăс

(пŏрŏс), бревна бруском, которые кладутся на столбы сарая (от русск. брус). Яргуньк. Пăрăс çине троппил (стропила) лартаççĕ. N. Пăрăс = пĕчĕк пура, пысăк пура çинче тăракан пĕрене. Календ. 1911. Струпила чалăшра (на сажень) пĕре лартаççĕ, кутне е пăрăс шăтарса, е çиелти айне шăтарса лартаççĕ. || Брус, полка, матица. Тюрл. Пăрăс, брус у полатей. СПВВ. ИФ. Пӳртре пĕрене çумне, япала — е чашăк-тирĕк хума, е тата урăх япала та хума хăмаран туса хунине пăрăс теççĕ. Сред. Юм. Пӳрт кăмаки панчен (те) тĕпелти çтена патне çитеччин япала хôма çакса янă хăмана калаççĕ. СПВВ. Пăрăс — мачча кашти. || Брусья, на которых держится верх ветрянки (арман тăрри). || Перекладина через вешняк (на мельнице) и балки у моста Торх., Ходар. Ала 31°. † Вуник арман хушшине вуник пăрăс хутăмăр, вуник пăрăс хушшине йĕсрен кĕпер хурăмăр (= хыврăмăр). || Дрожины у тарантаса и телеги. Нюш-к. Урапан икĕ пăрăс пулать. У телеги бывает две дрожины. К.-Кушки. Пăрăс — два бруса, на которых держится кузов телеги.

пăрри

то же, что пăри, полба. Кон. Пăрри кĕрпи З тенкĕ те 20 пус. N. Çапла вара, кайран, камăн мĕн чухлĕ кĕрпе, пăрри, тата урăх япала мĕн илсе пымаллине туса хучĕç.

пăчă

(пы̆ζ'ы̆, пŏџ̌ŏ), душно; духота. А. Турх. N. Пăчă çĕрте пулă пурăнаймаст. Хурамал. Утă çулнă чух кун пăчă пулать те, вăй пĕтет. В. Олг. Пăчă, душно, дышать нельзя. Янтик. Ай-яй пăчă сан пӳртре, ма çавăн пек нумай хутан эс? Çутт. 154. Шыв çинче сывлама пăчах мар, анчах калама çук шăрăх. Шурăм-п. Хĕвел пăхать шăратса, çирен тар шăпăр-шăпăр юхать. Çил вĕрмест. Пăчă. О сохр. здор. 42. Е ытла пăчăран (от сильной духоты), е урăх япаларан макăрать пулĕ. Чув. пр. о пог. 45. Çула хĕвĕл тухнă чухне питĕ пăчă тăрсан, çав кун каçпала çăмăр пулать. Если летом во время восхода солнца стоит духота, в этот день вечером будет дождь. Килей-к. † Çак ял ачи — чон пăччи, çич йот ачи — чон уççи.

пăхлă

прилаг. от сущ. пăх (тюрк. буклы). Орау. Атя каяр çавăнта? — Кай ху, эп унта урăх пăхлă вĕренпе сĕтĕрсен те каймастăп. — Идем туда! — Чорта с два! пойду!

пăшал

(пы̆жал), ружье (от русск. пищаль). Панклеи. Йăван салтаксам выртнă çĕреле пăшалне персе хăварать. КС. Пăшал каймарĕ, осеклось; пăшал тапать, отдает. IЬ. Мăн çăварлă пăшал, с широким дулом; ик çăварлă пăшал, двустволка. V. S. Ăшĕнче винтă пăри пек аяклă пăшал, винтовка. Абыз. Пăшалпа персе вĕлерттернĕ. Тораево. Пăшалне персе янă, пăшал тĕтĕмне усалсем тытайман. Из ружья выстрелил, черти не поймали дыма. N. Эпир пăшал пени чул тепри пăрçа та акман пулĕ. (Из писем). Собр. Тӳлеме хый каланă вăхăтран пĕр минут кая юлсанах, кам çитейманнийăн ятне пăхса, юнне пăшалпала перет, тет те, çав çын вилет, тет. N. Юлашкинчен пăшал çапса хăвараççĕ. Перев. Пирĕн çĕлĕксем асра та çук; эпир каллах, пăшал айне кĕрес мар тесе, пĕтĕм вăйпа тартăмăр. Нюш-к. Пăшал тапать (выстрела не получается и разрывается казенная часть). Сред. Юм. Пăшала ал вĕççĕн тытса персен, пăшал калла тапса кăкăра кӳпчекпе перет. Тип-Сирма. Пăшалпа персе пăрах, застрелить на смерть. N. Пăшал персе ярас, выстрелить. Вута-б. Пăшал çăварĕ, дуло; пăшал кĕпçи, ствол; пăшал хулли, шомпол; пăшал куракĕ, курок; çăра, замок; курак вĕçермелли, собачка или лайка; пăшал куч тимри, приклад; кĕпçе варри, прицел; пăшал тĕллемелли, мушка. N. Пăшалпа вĕрентеççĕ. Учат ружейным приемам. Баран. 64. Унтан çатан патне упаленсе пынă та, хуралçи урăх енелле пăхса тăнă хутран пăшалĕпе тĕллесе хуралçине яра панă. N. Пăшал каймарĕ. Ружье дало осечку. КС. Пăшал кĕпçи, ствол; кĕпçе ани (или: çăварĕ), дуло; чĕме, пăшал чĕми, прицел; пăшал кучĕ, ложа; çăри, замок; алтанĕ, курок; пучунккă, стержень, бабка; кут пăти; пăшал çакки, погон; пăшал хулли, шомпол. || Так называют хвост кошки. Орау. Кушака пĕçертĕм те, чӳречерен пăшалне тăратса тухса сикрĕ. IЬ. Пăшална тăратса çӳреттерем! (Гов. кошке)

пĕл

(пэ̆л, пэ̆л'), знать. Якейк. Вăл вырăсла чăвашлинчен хыт(ă) пĕлет. Он знает лучше по-русски, чем по-чувашски. IЬ. Вăрланă япалая пĕлсех илч вăл (купил заведомо краденную вещь), хам та пĕлетĕп. IЬ. Вăл паян конта килет-и? Тем, пĕлмĕп (не знаю). Б. 13. Пĕлмерĕн — пĕр сăмах, пĕлтĕн — çĕр сăмах, теççĕ. (Послов.). Ала 93. Çаксене вăл хăй пĕре те пĕлмен, унăн тăван пичĕшĕ кайран ăна мĕн пулнине кала-кала кăтартнă. N. Юмăç, пĕр каласан (одним словом), нимĕн те тăва пĕлмест. Юрк. Çук, эпир пĕлместĕпĕр, урăх çынсенчен ыйтса пăхăр, теççĕ. Кĕсем тата çынна ытти çынсенчен те ыйтса пĕлеççĕ (пăхаççĕ). IЬ. Пĕлмесен, пире çыру пĕлменни кирлĕ мар. Если ты не грамотна, то нам таких не нужно. N. Лешсем пĕлми (неизвестным) ют чĕлхепе сырнă кĕнекесене вуласшăнах пулман. N. Хĕрсем кам упăшки пулассине пĕлесшĕн тăрăшаççĕ (гадают ка святках). Бур. † Мĕншĕн шавламастăр, кĕрлеместĕр? Элле хуçи ятне пĕлмесре? N. Телейне пĕл те, Мускава кай. СТИК. Эс хăвăнне пĕл, çынне пĕлсе ан çӳре, сан ĕç çук кунта! Не твое дело, не в свое дело не суйся! Сред. Юм. Пĕлмен-илтмен çын мар вит. Небольно какой-нибудь незнакомый. IЬ. Пĕлмен-илтмен çынна епле хваттер ярас ăна? Как пустить на постой незнакомого человека? N. Ăна пĕлмесĕр суйларĕç. N. Пĕл те ан пĕл, ан пĕл те пĕл. Регули 340. Эп сантан пĕлнĕ полăп. Я притворюсь, что узнал от тебя. IЬ. 94. Вăл пырассине пĕлес çок. IЬ. Пĕлнĕ çĕрте илтĕм. IЬ. 211. Пĕлнĕ çынтан илтĕм. IЬ. 212. Пĕлнĕ çĕре патăм, пĕлнĕ çын патне патăм. IЬ. 1072. Эп кона он хотинчен (хотинченех, по походке) пĕлетĕп. IЬ. 1075. Эп кона пĕр старик попленинчен (поплесе кăтартнинчен) пĕлетĕп. IЬ. 114. Тыр сотассине вăл пĕлмест. Якейк. Ятлама та пĕлес çок. Собр. Этеме этем мĕн каламĕ, ăна турă пĕлсен анчах, теççĕ. (Послов.). N. † Выляма тухман хĕрсене карчăк тесе пĕл ăна, пĕл ăна. Юрк. Атя пухăва, унта пире пуху хăй пĕлнĕ пек (по своему усмотрению) уйăрса парĕ. N. Килтисем çинчен пĕлменни тăват ойăх ăшăнче. Уже четвертый месяц как нет известий из дома. Н. Карм. Эсир пĕлекен Е. М. Петров. (Конец письма). Орау. Урăх нимĕн те çырма пĕлместĕп. Больше писать нечего. В. С. Разум. КЧП. Апла эппин, эпĕ пĕлмен те. СТИК. Ыйтса пĕленçи пек тăват. Сред. Юм. Пайтах пĕлекен çын пик пĕленçи пôлса ларать тăта... Альш. Ку таврара Сĕвене Чĕмпĕртен пуçласа Пăва патне çитиччен пĕлеççĕ пĕлекен, еплине. N. Çырăва пĕлекеннисем пĕри те хăйсен законĕ кĕнеки «корансăр» çук. Байгул. † Пирĕн атте пĕлменни! Пĕлмен çĕре хĕр пачĕ. Баран. 15. Вилессе-юласса пĕлмесĕр Литвапала çапăçрăн. N. Ӳтне исе çитеретĕп, чунне — пĕлместĕп. Ыраш 78. Халĕ пĕлет, малалла карăмăр ĕнтĕ, нимле ĕç те хăрушлă мар тин, тет. || Замечать, узнавать. Ала 30. † Çак ял çулĕ вăрăм çул: çул вăрăмне пĕлмерĕмĕр, хĕр вăрăмне пĕлтĕмĕр. N. Эпĕ онăн ăсне пĕлем. Узнаю-ка я его намерение. Орау. Эсĕ, халь кайсан, мĕн пĕлмелле, эсĕ халь пĕчĕкçеç. || Быть знакомым (с кем). N. Эпĕр пĕр-пĕрне лайăх пĕлетпĕр. Мы хорошие знакомые. || Уметь. Пшкрт. Апла касса пĕлместĕп. Никит. Кăмписĕне хĕле те çиме пĕлĕтĕмĕрчĕ. Грибы-то мы сумели бы съесть и зимою. N. † Çĕлетиччен çĕлетессĕн сунмарăм, çĕлетсен тăхна (= тăхăна) пĕлмерĕм. Çутт. 143. Мĕнле килме пĕлтĕнех? Эсĕ килессе эпĕр тахçанах кĕтсе ларатпăр. Регули 87. Ĕçе тăвасса (ĕç тума) пĕлмест вăл. Альш. † Лайăх-лайăх хĕрсене тус тусаттăм, калаçа пĕлмесĕрех сивĕтрĕм. || Мочь. ЧС. Анне турăш умĕнче выртнине курсан, сак çине ӳкрĕм те, тăрата пĕлместĕп, уласа макратăп. N. Çисе тăрана пĕлми çын, ненасытная утроба. Ал. цв. 24. Хĕр чарăна пĕлми хуйха ӳкет. || Думать, принять, предполагать, признавать, считать. N. Пирĕн ача çак çурта курнă та, хула тесе пĕлнĕ. (Такмак). Кратк. расск. 19. Египетри пуçлăх пире: çĕр сăнаса çӳрекенсем, тесе пĕлчĕ; эпир апла çынсем маррине ахаль ĕненмерĕ вăл. Юрк. Чикан майри те хăй упăшки вырăнне, юнăшпа пĕлмесĕр, хура чăваша тытса чарнине курсан, хăнчен хăй вăтанса: эпĕ сана хам упăшкам-тăр, чикан-тăр, тесе пĕлсеттĕм, тет. N. Мĕншĕн апла тесе пĕлетĕр эсир? Ст. Чек. Пуян тесе пĕлеççĕ, считают его богатым. IЬ. Эс эп унта кайнă тесе пĕлетне-ха? || Утверждать. Канаш.р. Вĕсем: сана сута панă, тесе, пĕлеççĕ. Они утверждают, что тебя отдали под суд. Синерь. Старик каларĕ, тет: эй, кин, эсĕ тĕлĕкри пурăнăçа мĕн пĕлен, пустуй, пирĕн аш çук (что ты говоришь о снах, у нас мяса нет), терĕ, тет. || Разбирать, разбираться в чем. АПП. † Кунне те, çĕрне те пĕлместĕр çичĕ юта пĕлĕш тăвасшăн. || Догадываться, соображать. Сорм-Вар. Хĕрĕм, эпĕ эсĕ каланине пĕлеймерĕм. N. Эсĕ Хусана кайнă чух ман патна (= пата) кĕрсе тухасса пĕлмен иккен. Орау. Кăшт пĕлимарăм, капларах тумалаччи кăна? N. Хăвăр пĕлсе хăвăр пурăнăр. || Понять. Тогаево. Эпир вăл мĕн каланине пĕлмерĕмĕр. Ачач 102. Мĕн пĕлен пысăккисем калаçнине, тесе чарса лартрĕ амăшĕ. Шурăм-п. По-заводски хытланатпăр çав эпир, пирĕнне пĕлеймĕн, тесе калать, тет. || Проучить. Тип-Сирма. Чĕнмесĕр пынă хăни хăй ăшĕнче: тăхта-ха, каç пулсан, эпĕ сана пĕлĕп-ха (я тебя проучу), тесе каларĕ, тет. Рак. † Чăвăш-чăвăш чĕн пушă, пĕлĕпĕр эпир ут çине; кунтан усал пулсассăн, пĕлĕпĕр эпир евчине. || Чуять; чувствовать, осязать. Якейк. Эпĕр ĕнер нимне пĕлми ĕçнĕ. Мы вчера напились до бесчувствия. Хăр. Паль. 21. Пĕрре вăл, Ваçук, пĕлмиех ĕçсе ӳсĕрĕлнĕ. Хора-к. † Çак ял вăрмань çырлаллă; çакă ялăн хĕрĕсен, çырла ăшшăнь (= тюрк. ӳчӳн, из-за) çӳресе... Çĕнтерчĕ 6. Эпĕ кăчăртатнине пĕлместĕп. Янтик. Темĕскерле ал ман, хăй çине хĕртнĕ тимĕр хурсан та пĕлмест. П. Патт. 21. Ку ним пĕлмиччен хĕпĕртесе кайнă. N. Урана та пĕлекен пултăм. Стал чувствовать, что у меня есть нога. ЧС. Эпĕ пĕр юман котне лартăм та, йĕме те пĕлместĕп, хам хытса кайнă. N. Тулта çӳренĕ чухне вăсем (дети) хырăм выçнине те пĕлмеççĕ. || Обонять. Янтик. Ну, кунта пит шăрш килет. — Çук, эп кунта ним шăрш та пĕлмесп (или: мана ним шăрш килмес-çке). IЬ. Малтан килсенех темскер шăрши пур пекчĕ сирĕн патăрта, халь, те иленнĕрен, сăмса ним те пĕлмес, те ахаль пĕлми пулчĕ. || Предвидеть. N. † Урхамахсем сĕлĕ çияççĕ, шăлĕсем шанасса пĕлмеççĕ (не знают, что набьют оскомину). || Обращать внимание. Тим.-к. Çиленнине мĕн пĕлен, что обращать внимание на то, что сердится. || Употребл. в чувашизмах. Сред. Юм. Сан çиç пôль ача, пĕлнĕ хăй ачипе, тем тăваттăм пôль эп сан ачупа. IЬ. Пĕлнĕ пĕр хăй аппăшĕпе. СПВВ. Х. Пĕле пĕлсен апла тумăттăм. Уфим. Е хăйсем курсан, мĕн тăва пĕлĕн? А что ты будешь делать, если они тебя увидят? Юрк. Пур япалисене («добро») те тиесе пĕтерсен, пӳртрисем те туй халăхĕсене валли пăтă пĕçерсе, сĕтел çине лартса, туй халăхĕсене тăраначчен çитерсе, пит хытă ĕçтерессе пĕлеççĕ (знай угощают, знай напаивают). IЬ. Сиессе кăна пĕл! Знай себе ешь! IЬ. Çук çын хăйĕн начар лашипе суха сухалат. Лаши, вăйсăрскер, сухине кăшт туртсанах, ялан чарăнасса пĕлет (только и знает, что останавливается; то и дело останавливается). IЬ. Мĕшĕн эсĕ япла-капла куллен-кун эрех ĕçсе ӳсĕр çӳретĕн? Епле пĕртте чарăна пĕлместĕн? (Как это ты не можешь бросить пить?). СТИК. Киличчен — килмес, килсен — туха пĕлмес. (Куç умĕнчен кая пĕлмерĕ). Эти фразы выражают недовольство говорящего тем, что кто-то постоянно вертится на глазах или надоедает постоянными посещениями. IЬ. Начар çын тытăнсан, ĕç пула пĕлмес. Если примется за дело плохой человек, то дело не идет на лад. N. Мĕн тăва пĕлес манн? Что мне делать? Янш.-Норв. Çавăнтан кайран çав Селуха карчăк пичче патне мар, ахаль чухне те килесси-тăвасси пулмарĕ, унччен пирĕн патăртан тухма та пĕлмесчĕ (безвыходно жила у нас). М. Шигаево. Пирĕн вăрман питĕ пысăк: кĕрсе кайсассăн, çĕтсе каймала, тохма та пĕлес çок (и не выберешься из него). N. Эс кайсан, ман ни ана çинче тăрас килмес, ни каç пула пĕлмес (ждешь, не дождешься, когда настанет вечер). N. Ку лачака пĕртте типе пĕлмерĕ. Это болото так и не высыхало? Сред. Юм. Çăмăр иртсе кая пĕлмерĕ паян. Сегодня весь день не перестает дождь. IЬ. Пукени пик пуçтарса яр сана, ху ним те тăва пĕлместĕн! Наряжай тебя, как куколку, сама ничего не умеешь делать! N. Пĕле пĕлсен, çаврака ухмахĕ эпĕ марччĕ: вĕсем хăйсем нимĕскер те пĕлмеççĕ. N. Ылттăн мерчен çĕррине хăй еркĕнне панине курсан, патша тĕлĕнет; пĕлсен, пĕлми çиленет...

пĕлĕшкеле

учащ. ф. от гл. пĕлеш. N. Ялти урăх пĕлĕшкелесе пурăнна çын та, и другие знакомые (бывшие).

пĕрех

(пĕр + усилит. част. ех), один только. Вĕлле хурчĕ. 11. Пĕр çулхине çапла ман пахчара улма йывăççи чечеки тăкăнсан, пĕрех кунта, хам сисеччен, тăватă вĕллери хуртсене вĕлерсе пылне çаратса кайрĕç. Чт. по пчел. Хăш чухне эпĕ пĕрех кунта пилĕк сехет те ĕçлетĕп. N. Хăшĕ тепĕр чухне пĕрех каçра çич-сакăр тенкĕ ĕçсе яраççĕ, усси пуçа ыраттарнинчен урăх нимĕн те çук. Альш. Пуп ачана мĕнле ят хунă, çав юранă. Çавăнпа чăвашăн пĕрех килте пĕр ятлă çын темиçе. N. † Ах, тантăшçăм, тетĕп, пĕрех чунçăм. М. Васильев. Эп мĕн порĕ те онта пĕрех кайса корнă, и то пĕчиккĕ чох анчах. N. Утасра (назв. местности) пĕрех çын вили выртат. || Одно и то же, одинаково, все равно. СЧЧ. Капла чӳк тунипе чӳк туманни пĕрех, луччĕ вуç чӳк тăвас мар, терĕçĕ. Дик. леб. Кĕнеке çине пăхса та, пăхмасăр та пĕрех вуланă. Кан. Пирĕн ялăнпа пĕрех, нумай пусăллă уйсем туса хăвараççĕ. || Постоянно. Çĕнтĕрчĕ 14. Манпала пĕрех аван пулсан, сире кĕрпе-çăнăх мĕн чухлĕ кирлĕ, çавăн чухлĕ парăттăм. || Почти. N. Халĕ эпĕр сирĕн Павĕлпеле пĕрле курса пуплетпĕр кашни конпа пĕрех. Кан. Пур çĕртепе пĕрех шыв тăрать. Ачач 11. Çапах та, йăвăç пахчисем кашни килĕнпе пĕрех. Шурăм-п. Амăшĕ увăн патĕнчен уйăрăлманпа пĕрех. Изамб. Т. Кантăра шывран кăларсан ĕç вара пĕтнĕпе пĕрех. Юрк. † Çак киле те килтĕм, мĕн куртăм? Пĕрех хам çĕклейми чыс куртăм. || Вдруг, неожиданно, сразу. Собр. Хай вупăр (ведьма) кушак пулчĕ, тет те, куçран пĕрех çухалчĕ, тет. Качал. Ку ăна апла калакансене пĕрех хăрах хултан тытса утать, тит. Янбулат. Ачийĕ (парень) пĕрех пачĕ ричакпа, карчăк анраса карĕ. IЬ. Эсĕ вара пĕрех çап она (чтобы убить его). Якейк. Илле кăçкăрса килнĕ чох пирн Элексантăр пĕрех хыçала таратчĕ кăмака çинче (прятался назад на печке).

пĕр ... урăх

кроме. N. Унта та (в письме) пĕр хурлăхран урăх нимĕн те çук.

пĕтнюхха

так обзывают мальчика, который берется за непосильное дело и, не сделав его, плачет. Ст. Чек. Пĕтнюхха тесе ĕçе тăваймасăр йĕрекен ачана, хĕлле сивĕрен пӳрте йĕрсе кĕнĕ, е тата урăх ĕçре хăраса йĕрекен ачана калаççĕ. Пĕтнюхха тиекенĕ хăйне çав ĕçсене тăвас пек шутлат.

римисла

римисле, ремесло, мастерство. Сала 145°. Ӳссе çитĕнсен римислана вĕреннĕ (научились они). N. Тата урăх римисласене те хăшне-хăшне вĕрентмелли маçтерскойсем уçма ыйтнă. N. Тата тĕслĕрен римислепе пурăнакан та темĕн чухлех пулнă.

алă

sive ал (алы̆, ал), 1) manus, 2) alter pedum priorum. 1) рука человена, 2) передняя лапа животного. N. „Алă çăвас пулĕ, тет.“. Он говорить: „Чай, надо руки вымыть“. N. Хускалтăм та, аллăм та урам та пулчĕ. Я сдвинулся с места, и опять стал владеть и руками и ногами. Тюрл. Алă шырăлса (i. q. шăйăрăлса) карĕ. (Я) натер себе руку. Альш. Аллисене каялла тытса пырать. Идет, держа руки назад. Сред. Юм. Алли токмак пик (i. q. пек). У него руки точно колотушки (большие). Артюш. 374. Икĕ аллине вишшер (i. q. виçшер) пĕрене хĕстерсе амăш; патне таврăнат. Он засунул себе подмышки по три бревна и возрашается к матери. Ст. Чек. Алли ĕçленине çийĕ çĕклĕ. Вăррăн алли илет те (вăрлат та), çийĕ çĕклет (ăна хĕнеççĕ); вăрă çинчен тата аллипе, вăйĕпе мĕн те пусан çĕмĕрнĕ çын çинчен çапла калаççĕ. За то, что сделаешь руками, придется расплатиться горбом. (Послов.). Вор ворует, и за это ему приходится расплачиваться (его бьют); эта пословица приводится тогда, когда говорят о воре или о человеке, который что-набудь разобьет. Заcтупл. 11. Вара икĕ ачине икĕ алла тытнă та çав утма-çулпа кайнă. Потом она взяла обоих детей в обе руки и пошла по тропинке. Хып., 07, 18. Алла алă çăвать, алă пите çăвать, теççĕ. Шaймурз. 391. Алă алла çăват, алă пите çăват. Рука руку моет, руки лицо моют. (Поcлов.). Сред. Юм. Кирак (к’ирак) кăçта пырсан та, (i. q. кирек ăçта пырсассăн та), ик алла пĕр ĕç. Куда ни придешь, везде для двух рук одно дело. (Послов.; т. е. без дела нигде не проживешь, везде надо работать). Собран. Алă тĕкĕнмесен алă çул выртать, теççĕ. Если не тронут руки, пятьдесят лет пролежят. (Послов.; т. е. если обходиться бережно, то вещи хватит надолго). Сунчел. † Аллăмри ал-çыххи аллă хут; „чĕн мерчен-и?“ тесе ыйтаççĕ. У меня на руках запястье в пятьдесят рядов. Меня спрашивают: „Это из настоящих кораллов?“ Собран. З55. † Икĕ алăра икĕ сулă, алă вĕçне шăнăçаймасть. На той и другой руке у меня два браслета, такой величины, что не умещаются на руках. Якей. Аллинче портă тытса тăрать. Держит в руке (в руках) топор. Шорк. Алă тăррĕн (алы̆ т̚ŏррӧн’) çӳрет. Ходит на руках. Сред. Юм. Хõласĕнче õлпõтсĕмпе (õлбõтсэ̆мбэ) майрасĕм алăрак тытăшса çӳреççĕ. В городах господа ходят с барынями под ручку. Б. Ара. Пур патне ал пырать. Если есть что-нибудь, то так и тянет (хочется) попользоваться им. (Послов. о сьестном, о деньгах и пр.). Собран. Ал тименни аллă çул выртнă, теççĕ. Если не трогать руками, то пятьдесят лет пролежит. (Послов.; см. выше). Якей. Ку ача алăран та кайма пĕлмеçт уш (или: ĕнт). Этот ребенок просто с рук не идет, т. е. все просится сидеть на руках. Ib. Ачая алла вĕрентнĕ. Ребенка навадили сидеть на руках. Ib. Вăл ман алла килешшĕн. Он (ребенок) просится ко мне на руки. Ib. Вăл он аллине пымаçть. Он (ребенок) не идет к нему на руки. Ib. Ачая алла ил. Возьми ребенка на руки. Ст. Чек. Аллупа пар та, урупа çӳре. Дай, да потом и ходи. (Послов. о неудобстве давать взаймы). Альш. Акă кунта пĕр упа аллисене тăратса акăрса килет, тет ку арăм патне. Вот идет к этой бабе с ревом медведь, поднявши передние лапы. Сред. Юм. Кăш (i. q. хăш) чõхне кõшак пĕчик пӳтексĕне малти õрипе питĕнчен çапать; çавна: „аллипе çõпать“, теççĕ. Иногда кошка бьет маленьких ягнят переднею лапою по мордочкам; тогда говорят, что кошка дает им лапкою пощечины (colaphizat, palma percutit). Якей. Йăтă алă парать. Собака подает лапку. То же и в Ст. Чек. Ст. Чек. Кушак аллипе питне çăват. Кошка умывается лапкой. || Тrans. В перен. см. Сред. Юм. Кин илсе те аллу кансах ан лартăр. Ман пõр õнта — каламасан, кõнĕпе те çыврĕ. Хоть и сноха будет в доме, а все не надейся, что совсем будешь свободна от работы. Вон у меня — если не скажешь, целый день проспит. Изамб. Т. 9. Ывăл ĕлкĕрчĕ ĕнтĕ, алăран суха-пуç карĕ ĕнтĕ. Сын вырос, теперь уж нет нужды пахать самому. Сред. Юм. Ним туни те çõк õн, пĕр-май ик аллине пĕр çĕре тытса ларать. Ничего не делает, сидит сложа руки (compressis, quod aiunt, manibus sedet). Якей. Она Йăван алли (аλλиы) турĕ. Это Иванова проделка (говоря о чем нибудь предосудительном). Ioannis consilio aut dolis factum est. Панклеи. Онтан ытти ват çынсам та Есрелĕ аллипе (Esreli opera) теминче çĕр çолхи асапран хăтăлчĕç. Потом и остальные старые люди избавились благодаря Эсрелю от вековых страданий. А. Прокоп. † Эпир илес хĕрсене каччă алли тиминччĕ. (i. q. тивминччĕ). О, если бы тех девушек, которых мы возьмем за себя (замуж), не коснулась рука юноши! (т. е. они были невинны; utinam illibata sit earum virginitas). Бугульм.? † Каччă алли тивсессĕн, пирĕн ача аллинче нухайкка. Если она окажется потерявшею девственность, то у нашего парня есть в руках нагайка. А. Сенчук. † Ял ялĕнчи хĕрĕсем каччă аллинче сарăхнă. Девушки других деревень пожелтели в руках юношей, т. е. утратили свою свежесть, расточая ласки юношам. Каша. † Кашасенĕн хĕрĕсем каччă курсан ялтăрат, каччă аллине ӳксессĕн сивĕ тытнă пек халтăрат. Девушка из деревни Елховоозерной сияют от радости, когда увидят юношей; когда же оне попадут в руки жениха, то как в лихорадке, трепещут (боясь возмездия за свою потерянную невинность). Синер. Мĕн алла кĕнĕ (= çакланнă, quod fors obtulerat), çавăнпа вата пуçларĕç, тет. Принялись бить чем попало. Кильд. Ш. Алла мĕн кĕнĕ, çавăнпа илсе çапнă ăна; алă айĕнче нимĕн те пулмасассăн сиксе тăрса урипе те пулин тапнă ăна. Бил его чем попало; если ничего не было под руками, то вскакивал и пинал его ногами. Чхĕйп. Чăваш халăхĕ Хусана вырăс патша çĕнтерсе туртса илсе хăй аллине илеччен тутар патша аллинче пурăннă. До завоевания Казани русским царем чуваши находились в подчинении у татарскаго хана („царя-татарина“) (in dicione regis Tatarorum fuerunt). Полт. Малороссия пĕтĕмпех поляксен аллине кайнă. Вся Малороссия подпала под власть поляков (sub imperium dicionemque Polonorum cessit). Чăваш халăхĕ вырăс патши аллине кĕнĕ. Чуваши подчинились русскому царю. Альш. Пирĕн алă çиелте. Мы одолели (в игре в мяч). Vicimus (ab iis dicitur, qui pila ludendo vicerint). Собран. 167, Ст. Чек. Аллăна пĕçерĕ, теççĕ. Руки обожжешь. (Послов.; т. е. заманчиво, но опасно). Сред. Юм. Ал киленеччин (i. q. килениччен) хĕненĕ. Отлупили (избили) как им только хотелось. Череп., Б. Ара. Алли кукăр. Furax est. Занимается мелким воровством. Сред. Юм. Аллине çыпăçать. Fur est. furatur. У него к рукам пристает, т. е. он крадет. Урож. год. † Ал ĕç патне пымарĕ. Не было времени заниматься этим делом. Ст. Чек. Алă пымасан ĕç тăвăнмас вĕт. Если не работать, то ведь дело не сделается само собою. Череп. Алли ĕç патне пымарĕ. Провел всю жизнь праздно. Сред. Юм. Ал айнерех пăрахăр. Ст. Чек. Алă айнерех хур. Положи (-те) поближе, чтобы при надобности можно было скоро достать. Истор. Çавăнпа вĕсем мулĕсене те ала айĕнче тытман, нумайĕшĕ çĕр айне алтса пытарнă. Поэтому они не держали при себе денег, а большею частью зарывали их в землю. Ст. Чек. Алă айĕнчен ачу-пăчуна ан яр. Не оставляй детей без присмотра. Якей. Аллине хыçалалла тытса анчах çӳрет. Слоняется без всякого дела. А. Прокоп. † Эпĕр пиллĕкĕн пĕр тăван, патша алли тиврĕ — уйăрчĕ. Нас пятеро единокровных, но разделила нас царская рука. || Litteras formandi modus singulis hominibus proprius, scriptura. Также обозначает почерк. Ст. Чек. Урăх çын алли пек çырать. Пишет чужим почерком. || Praeterea rei cuiusvis commoditatem significandi causa usurpatur. Также выражает удобство пользования какою-либо вещью. Ст. Чек. Ку лаша мана алă, илес-ха ăна. Эта лошадь для меня подходяща, надо ее купить. || Eodem nom. molarum, quas aптиркка dicimus, pars quaedam appellatur. Также часть обдирки (крупорушки). V. аптиркка.

алма

(алма), monile e nummis argenteis consertum, quod a feminis. Tschuvaschorum diebus festis gestatur. Род ожерелья. СПВВ. ӨВ. Алма — ярапа, хĕр-арăмсем тенкерен çакса праздниксенче (Iеде: праçниксенче) тăхнаççĕ. Алма — висячее украшение из монет, надеваемое женщинами в празданки. СПВВ. ӨН. Алмана та хĕр-арăмсем çакаççĕ. Алма тоже надевается женщинами. Сред. Юм. Алма тĕкисĕне (lege: тенкисĕне) пĕр-пĕрин çине постарса çакса тохнă май-çыххине калаççĕ. Алма — ожерелье, сделанное из монет, которые привешены так, что края одной отчасти прикрывают другую (как чешуя на рыбе). ЩС. Алмана шăрçа пек çакаççĕ, вăл çурăм çинче ярăмланса тăрат. Алма вешают (на шею) так же, как бусы; она свешивается (и) на спину. Тюрлем. Хăйсем пурте хĕрлĕ кĕпесемпе те атăсемпе; пуçĕсенче тухья, умĕсенче алмапа шӳлкеме; тенкĕллĕ мăй-çыххнсем, урăх илемлĕ шăрçасем те çакнă. Все оне в красных платьях и сапогах; на головах тухьи, на груди алма, шӳлкеме (русские в Курмыш. у. зовут это украшение шельдема) и ожерелья, увешанные монетами; кроме того, на них есть и другие красивые украшеная из бус. N. † Ана çинчи йыт пыршине туй матки алми тунăсем. Из вьюнка, растущего на загонах (convolvulus), они сделали алма для своей свахи. Собран. ЗЗ0°. Алтрăм, алтрăм, алма тупрăм, алтса çитсем кĕмĕш тупрăм. (Сарана). Рыл я рыл, и нашел алма; а когда дорылся, то нашел кĕмĕш (а v. tatar. [араб сăмахĕ], argentum, от тат. кёмёш, серебро). (Загадка: растение „сарана“).

анатри чăваш

(ч̚’ы̆ваш) ita appellantur Tschuvachi infernates, quorum regio inferius sita est, quam eorum, qui vocantur вир-ял, вире-ял (v. hanc v.). Низовые чуваши. См. вир-ял, хирти. Ягудар. Анатри чăвашсем пиртен хĕвел-тохăç енелле порнаççĕ. Низовые чуваши живут от нас на восток.
Петр Ив. Орлов, уроженец с. Орауш, Ядрин. у. Казан. губ., написал мне о различиях между отдельными группами чуваш следующее. „Анатри (малти, мал енчи) чăвашсемпе хирти чăвашсем тата вир-ялсем (хура урасем). Чăвашсем пирĕн виçĕ пая уйăрăлаççĕ: анатри чăвашсем, хиртисем, вир-ялсем. Вир-ялсем çăвар туллин, хыттăн калаçаççĕ. Вăсенĕн сăмахра сас-палли „у“ сахал. „У“ вырăнне вăсем ялан „о“-па калаçаççĕ: „кулать“ тиес вырăнне „колать“ теççĕ; „пек“ тиес вырăнне „пак“ теççĕ. Тум тумланнă тĕлтен вăсем пушшех, тата ытла паллах, уйрăм тăраççĕ. Вăсем шурă сăхман тăхăнса, урисене хура тăлла сырса çӳреççĕ. Çула тата арçыннисем (хăш-хăш вырăнта) пайтахăшĕ çӳллĕ тӳпеллĕ шĕлепке тăхăнса çӳреççĕ. Хĕр-арăмĕсем çула шурă шупăр тăхăнса, урисене хура тăлла сырса çӳреççĕ; хĕлле шурă сăхман тăхăнса çӳреççĕ. Çăпатисем пĕчĕк пуçлă, пуçĕсене чĕрсе тунă çăпатасем пулаççĕ. Ури тунисене темĕн тăршшĕ тăлла чăркаса тукмак ура туса, çăпати кантăрисемпе чăркуççине çитичченех хитрен хĕреслесе чăркаса хăпараççĕ. Пирĕн патрисем вăсене „яка“ теççĕ. Чăнахах та вăсем яка çӳреме юратаççĕ. Çула пулсан вара, пасара тухсан, вир-ял хĕр-арăмĕ çинче пĕр тусан пĕрчи кураймăн: çăпатисенче, çăпати кантăрисенче пĕр сӳсленчĕк кураймăн: шăрçа пек яп-яка, çап-çутă; хăйсем шĕлкемисемпе, сурпан çаккисемпе, тенкĕллĕ мăйисемпе ялтăртаттарса, шанкăртаттарса йăлкăшса анчах çӳреççĕ. Пирĕн анатри (кал енчи) чăвашсем вăсене „Вир-ялăн какрашки арăм пулсан ланчашки,“ теççĕ; çăпати кантăрисем çинчен: „Вир-ялăн çăпати кантăри тăхăр хăлач,“ теççĕ; „вир-ялсем вăсем мухтанчăк, какрашка,“ теççĕ. Арăм пулсан вир-ялсем анатри чăваш арăмĕсем пекех пуçĕсем урлă пĕкĕ пек масмак хурса çӳреççĕ. Сурпанĕсем, ансăрскерсем, мăйра анчах яваланса çӳреççĕ. Хăш чухне масмакки пуçĕ çинчен каялла кайса ӳкет те, пирĕн вара ăна кулса: „Вир-ял арăмин лаши тăварăннă, пĕкки каялла кайса ӳкнĕ,“ теççĕ. Арăм пулса пĕр-икĕ ача тусан вара унăн какрашки-пĕкрешки лăштах тухса ӳкет: çӳçне-пуçне пуçтараймаçт, кĕпи-йĕмне таса тытаймаçть, час-часах кĕпи арки вĕçĕнче ача пăхĕ сап-саррăн курăнса çӳрет; пӳртне-çуртне те çавăн пекех тирпейлĕ тытаймасть — латти пĕтĕмпех пĕтет килĕнче, пĕр пасара анчах çиççĕ тухма пĕлет. Вăсенчен хĕвел тухăçĕ еннелле анатри (малти, мал енчи) чăвашсем пурăнаççĕ. Вăсем Атăлтан пуçласа Йĕпреçпе Шăхрана çитиччен кăнтăрланалла, вăр-ялсемпе хиртисем хушшинче, тăрăхла-кăна пĕр лаптăк пек çĕре йышăнса пурăнаççĕ. Çав лаптăкăн кăнтăрла енчи пуçĕнче кушлавăшсем те çак анатри чăвашсемпе хисепленеççĕ. Кушлавăш, Уравăш, Хир-пуç, Утар, Рунк чăвашĕсем, хăйсем, хĕр-арăмсем тумланнипе вир-ял та мар, хирти-анатри те мар. Вăсенĕн çывăхнерехри вир-ялсем вăсене кушлавăшсем теççĕ; катари Йетĕрне патĕнчи, Кăрмăш çинчи вир-ялсем вăсене анатри (мал енчи) чăвашсемпе хисеплеççĕ, çывăхарахри хиртисем кăшт урăхларах калаçнăшăн, хĕр-арăмĕсем урăх тĕрлĕрех тумланнăшăн виç-ялсем вырăнне хуçасшăн. Мĕн пур чăваша лайăх тĕплесе йĕрлесен темиçе пая та уйăрма пулать. Вĕт-шакпа чăвашсене темиçе пая уйăриччен эпĕ вăсене, мĕн пурне, виçĕ пая уйăратăп; çавăнпа Кушлавăш чăвашсене анатри чăвашсем çумне кайса хуратăп. Пĕтĕмпех анатри чăвашсем пек пулмасан та, тумланасса та калаçасса та вир-яалсем пек те мар, хиртисем пек те мар, çав анатри чăвашсем пекрех калаçса тумланаççĕ. Арçыннисем хура сăхман е кăвакрах сăхман тăхăнса, урисене шурă тăлла сырса çӳреççĕ; çула пуçĕсене е пĕчĕк çĕлĕк, е карттус тăхăнаççĕ. Çăпатисем вир-ялсен пек шăраçласа тунă вăрăм кантăраллă çăпатасем мар. Хĕр-арăмĕсем е пир тăлла сырса çӳреççĕ, е шурă çăм тăлларан (пасар тăллинчен) тунă чăлха тăхăнса çӳреççĕ. Кĕписем е чĕрлесе тунă шурă кĕпесем пулаççĕ, е хăйсем хĕрлĕрен, кăвакран тĕртсе тунă пиртен (улачаран) çĕленĕ кĕпесем тăхăнса çӳреççĕ. Юçĕсене тĕрлĕ тĕслĕ вырăс туттăри çыхса çӳреççĕ. Урисене пир тăлла сырнă пулсан çăпати кантăрисемпе кăшт вир-ял манерлĕрех çӳлелле чĕркесе хăпараççĕ; шурă чăлха тăхăннă пулсан, çав чăлха çинчен тата тепĕр ура пакăлчакĕнчен иртекен хура чăлха пуçĕ тăхăнса, çăпати кантăрине пĕр çĕре чĕркесе, чăлхине антарса ăна атă хуçланчăкĕ пек туса çӳреççĕ. Арăм пулсан пуçне сурпан сырăнса ĕнсе хыçне, мăй таврашне çынна кăтартмасăр çӳреççĕ. Хĕрсем çула туя кайнă чухне пуçне тухья тăхăнаççĕ. Вир-ялсен тухья таврашĕ, сăрка таврашĕ çук. Ĕлĕк çав тухьясене, сăркасене пăраçниксенче (уявсенче) те тăхăннă та, халĕ туя кайнă чухне те пурте тăхăнмаççĕ. Сурпанĕсем те вăсенĕн, масмаккисем те, пуç-йĕпписем те вир-ялсен пек мар: сурпанĕсем вăрăмрах, сарлакарах; масмаккисем сарлака та кĕске, тĕррисем лешсенчен начартарах; пуç-йĕппи те кĕске те, тенкисене вир-ялсенни пекех нуммай çакса тултарман. Вир-ял арăмĕсен хăлхисем, ĕнси хыçĕсем курăнсах çӳреççĕ, пирĕн арăмсен вăсем курăнмаççĕ. Вăсем саланнă пуçĕсемпе хунешшĕсене те тата урăх ют çынсене те курăнсан аван мар теççĕ. Çаплах тата çара уранăн та вăсен куçне курăнмаççĕ. Çав йăлана лайăх тытса тăракан хĕр-арăмсенне упăшкинчен пуçне урăх арçынсем хайсем виличченех вăсен пуçне, урисене куримаççĕ. Арăмсем хăнана-мĕне кайнă чухне пуçĕсене пуçлă туттăр çыхса каяççĕ, ун çинчен кăримĕски çĕлĕк тăхăнаççĕ. Çула пулсан çав пуçлă туттăра е вырăс туттăри анчах çыхаççĕ. Вырăс туттăрине пуç тăррине анчах та çыхаççĕ тата майралла та çыхса çӳреççĕ; пуçлă туттăрне те икĕ тĕрлĕ çыхаççĕ: е тавăрса çыхаççĕ, е çыхса икĕ вĕçне тан туса çурăм çинелле усса яраççĕ. Вир-ялсен пуçлă туттăр çыхмаççĕ, яланах вырăс туттăри çыхса çӳреççĕ е катам пиртен тунă вырăс туттăри пек тăватă кĕтеслĕ шурă туттăр çыхса çӳреççĕ. Вир-ялсем вăсем мĕн пурĕ те Кăрмăш уесĕнче, Чикме уесĕнче, Шупашкар уесĕнче, Петерне уесĕнче анчах пурăнаççĕ. Шупашкарпа Етĕрне уесĕнче те пĕтĕмпех вир-ял мар. Шупашкар уесĕнче вăсем хĕвеланăç енчи чиккинелле анчах пурăнаççĕ. Ытти (урăх) çĕрте анатри чăвашсем пурăнаççĕ. Вир-ялсемпе анатри (малти) чăвашсен чикки акă çаплă: Анаш тиекен чикӳллĕ ялтан хĕвел анăçнелле, Шăхчасем-мĕнсем еннелле, вир-ялсем пурăнаççĕ, вăсенчен малалла анатри (мал енчи) чăвашсем пурăнаççĕ. Унтан Иккассисене хĕвел-анăçнелле хăварса Шупашкар уесĕпе Çĕрпӳ уесĕ тата Етĕрне уесĕ чиккисем пĕр çĕре пулнă çĕрелле пырсан, хĕллехи хĕвел-анăçнелле (сылтăмалла) вир-ялсем юлаççĕ, çулахи хĕвел тухăçнелле анатри чăвашсем пурăнаççĕ. Унтан Патĕр-ялне (Богатырева) çитсен вăл ялта вир-ялсемпе анатри чăвашсем хутăшах пурăнаççĕ. Вăл ялтан вăсен чикки Пысăк Çавал урлă каçса Супарпа кайса Çĕрпӳпе Етĕрне чиккипе Çарпуçпе çитичченех: сылтăм енче вир-ялсем пурăнаççĕ, сулахай енче анатри чăвашсем пурăнаççĕ. Çарпуçĕнче анатри чăвашсем пурăнаççĕ. Чарпуçĕнчен пуçласа вăсен чикки Етĕрне уесĕ çинерехрен икĕ уес чикки хĕррипе пырать: Кипекпе Туçи-Çармăса сылтăма хăварса, Етерне уесĕнче тăракан Сĕрелсене сулахая хăварса, Мăн Санар урлă каçса, Пĕчĕк Санара çитиччен сылтăмра вир-ял пулаççĕ, сулахайра анатрисем пулаççĕ. Çĕрпелĕнче анчах анатри чăвашсем вир-ялсемпе çывăх тăнипе халĕ ĕнтĕ пĕтĕмпех вир-ялсем пек тумлана пуçларĕç. Унтан малалла вĕсенен чикки Хир-пуçĕнчен Пĕчĕк Санар тăрăх Санар пуç патнелле хăпарса, Вăта-Çуна çырмипе рашча виттĕр тухса, Упнер урлă каçса, Сăр вăрман сăмсине тăрăнать. Çапла пынă чухне сылтăма юлакан ялсем: Çармăссем (Хурăнсур), Санар пуçĕ, Елменсем, Иртеменкассисем, Çĕн-ял-Хапăç, Кив-ял-Хапăссем, Упнер-Ханăссем пурте вир-ялсем пулаççĕ. Чарпуçĕнчен пуçласа Етĕрне уесĕнчи сулахай енне юлакан чăвашсем, Уравăшпа Хир-пуç. Утарва Рунк тата мĕн пур Кушлавăш анатри чăвашсем çумăнче тăраççĕ. Çав Етĕрне уесин пĕр кĕтессинчи анатри чăвашсем çумăнче тăракан чăвашсем анатри чăвашсенчен кăшт урăхларах тата. Калаçассине те пĕр пекех калаçаççĕ, анчах хĕр-арăмĕсем урăхларах тумланаççĕ — çавăнтан кăшт уйрăмми пур. Чăн анатри (пайăрах анатри) чăвашсем сурпанпа пĕтĕм пуçне чĕркесе пĕр çуç пĕрки те катартмаççĕ, Кушлавашсем, Уравăш таврашсем, Сĕрелсем, Чарпуç таврашсем пуçне сурпанпа хыçалтан икĕ тăнлава çитиччен явалаççĕ те унтан çиелтен пуç-йĕппипе пустарса, йĕпписемпе масмака икĕ енчен чиксе хурса хытарса хураççĕ, çавăнпа сурпанĕ хыçалтан вир-ялсен пек ĕнсе çине кайса лармаçть. Çаван пек чăвашсем çав ялсем анчах мар; тата Çĕрпӳ уесин Ачча (Ачакасы) прихутĕнчи чăвашсем те пуçĕсене çав Кушлавăш, Уравăш, Сĕрел, Чарпуç чăвашĕсем пекек сырăнаççĕ. Ытти тум тумланас тĕлтен лешсем те кусем те пĕрехрехех, ытла пайăрах пĕр-пĕрне уйăрса тăракан япала çук; арçыннисем те хĕлле те çула та пĕр пекрехех тумланаççĕ. Анатри чăвашсенчен чукун çул урлă лерелле вара хирти чăвашсем пуçланса каяççĕ. Хиртисем тесе Чĕмпĕр кĕпĕрнинче, Тетĕш уесĕнчĕ, Çĕрпӳ уесĕнче пурăнакансене калаççĕ. Хирти Тăвашсем анатри чăвашсенчен тумтир тĕлĕшĕнчен те калаçна тĕлĕшĕнтен те уйрăлаççĕ. Хиртисен арçынĕ-хĕр-арăмĕпех шурă çăм тăлларан тунă чăлха тăхăнса çӳреççĕ. Арçыннисем шурă кĕпе-йĕм пĕртте тăхăнмаççĕ: пурте хăйсен хĕр арăмĕсем тĕртсе тунă е кăвак улача е хĕрлĕ улача тăхăнса çӳреççĕ. Хĕр-арăмĕсем пуçĕсене малти чăвашсем пек, пĕр çӳç пĕрчи кăтартмичченех, сурпан сырăнаççĕ те, анчах кĕпи-йĕмĕсем шурă мар. Каллех сурпанĕсем те анатри (малти) чăваш арăмĕсем пек мар, урăхларах, сарлакарах; сурпан, пуçĕсем тата хитререх пулаççĕ. Кĕписене, хăйсен улачисенчен тутар арăмĕсен кĕпи евĕрлĕрех, вырăссен сараппанĕсем евĕрлĕрех кĕпесем çĕлесе тăхăнаççĕ; аркисене, кĕпи умĕсене вăсем тутарсен пек темĕн тĕрлĕ пусмапа (пасар таварĕпе) тытса эрешлесе пĕтереççĕ. Пуçĕсене пуçлă туттăр çыхмаççĕ, пурте вырăс туттăрине майралла анчах çыхса çӳреççĕ. Çиялтан тăхăнакан тумтирсем анатрн чăвашсеннипе пĕрех: уйрăм-уççи çук. Тата хирти чăваш арăмĕсем анатри чăвашсемпе вир-ялсенчен акă мĕнпе уйăрăлаççĕ: хиртисен хĕр-арăмĕсем мĕн пур чăвашсем (арçынсем) тăхăнса çӳрекен йĕмех тăхăнса çӳреççĕ, вир-ялсен хĕр арăмĕсемпе анатри чăваш хĕр-арăмĕсем тăватă кантăраллă шурă йĕм тăхăнса çӳреççĕ. Вăл йĕм питĕ шалпар та, унтан кулса ăна пĕлекен хиртисем: „Вăсем кĕрептук тăхăнса çӳреççĕ,“ теççĕ. Икĕ малти кантăрисемпе хире-хирĕç каялла çыхса хураççĕ, икĕ хыçалти кантăрисемпе малтан çыхса хураççĕ. Тула тухас пулсан кайри кантăрисене анчах салтса тула тухаççĕ. Вир-ялсем анатри чăвашсемпе хиртисем çинчен, кулса: „Вăсенĕн урисене пушă аврипе çапсанах хуçăлмалла,“ теççĕ. Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи (хирти) чăвашсем вир-ялсене „хура урасем“ теççĕ; тата Пăва уесĕнчисем хăшĕ-хăшĕ „виртисем, виреллисем“, теççĕ. Уфа (Йĕпхӳ) кĕпĕрнинчи, Самар кĕпĕрнинчи нуммайĕшĕ анатри чăвашсем патĕнчен куçса кайнă та, халĕ вăсем хирти чăвашсем пек калаçаççĕ. Кĕпи-йĕмĕсем хиртисенчен те урăхларах пулса вырăссен манерлĕ пулса кайнă. Вăл кĕпĕрнесенче чăвашсем пуррине ĕлĕкрех кунти чăвашсем пĕлмен те. Калаçнă тĕлтен те тата анатри (малти, мал енчи) чăвашсемпе хирти чăвашсен хушши уйрăмми пур: анатри чăвашсем „хăпар“ теççĕ, хиртисем „улăх“ теççĕ; анатрисем хиртисене: „вăсем çыпăçтарса калаçаççĕ,“ теççĕ, хиртисем анатрисене — „вăсем чĕлхе вĕççĕн калаçаççĕ: пулат темеççĕ, пулать, каять тесе калаçаççĕ“ теççĕ. Хиртисемпе анатри (малти, мал енчи) чăвашсенĕн чикки Йĕпреçрен (Ибреси) пуçласа Тĕрлемесе (Тюрлема) çитиччен чукун çул тăрăх пырать (приблизительно). Чукун çулăн сулахай енче анатри чăвашсем пулаççĕ, сылтăм енче хиртисем пурăнаççĕ. [Дальше пишет по-русски]. Такое разделение чуваш на анатри, хирти, и вир-ял имеют чуваши Ядринского, Чебоксарского и отчасти Цивильского уездов. Некоторые интеллигенты-чуваши, особенно чуваши Буинского уезда, такое разделение представляют иначе. Последние делят их на вăрмантисем, виреллисем и хиртисем, но при этом они не руководствуются строго наречием и разделением их по одеянию, которое относительно женщин дает повод строго разделять их на три группы, по вышеописанным приблизительным границам. При таком разделении чуваш не принимаются во внимание чуваши Самарской, Саратовской, Оренбургской, Уфимской, Тобольской и Томской гурерний.“ Перевод. Чуваши низовые, степные и вир-ял (верховые). Наши чуваши разделяются на три группы: на визовых, степных и вир-ял (верховых). Вир-ял говорят грубо, во весь рот. В словах они звук у употребляют мало, вместо звука у говорят на о; напр., вместо кулатьколать, а вместо пекпак. Что касается одежды, то они еще больше отличаются (разнятся) от других чуваш. Они носят белые кафтаны и черные онучи. Мужчины летом местами носят высокие шляпы с подхватом. Женщины летом носят кафтанчики из белого полотна, а зимою-белые кафтаны, и обуваются летом и зимою в черные онучи, при чем навертывают их так толсто, что ноги образуют из себя настоящие колотушки. Лапти у них с маленькими головками, которые отделываются более мелким плетеньем. Оборы очень длинны и красиво навертываются крест-на-крест до самых колен. Наши чуваши называют их франтами. Действительно, они любят одеваться. Когда вирьялка выйдет на базар, то на ней не увидишь ни пылинки; ни на лаптях, ни на оборах не найдешь ни мохра, ни задоринки: все гладко и блестит, как бусинка. Весело ходят оне, сверкая и позванивая своими шельдемами, сурпан çакки и ожерельями из крупных серебряных монет. Наши, т. е. низовые чуваши, говорят про них с насмешкой: „Вирьялка форсит только пока в девках, а выйдет замуж, так на нее срам посмотреть“. Над оборами тоже смеются и говорят, что оне длиною в девять сажен. Их считают хвальбишками и форсунами. Замужние женщины у вирьялов, как и у низовых, понерек головы носят масмак. Их узкие сурпан треплются вокруг шеи. Иногда масмак у них слезжает назад; об этом тоже отзываются с насмешкой, говоря: „У вирьялки распряглась лошадь — дуга свалалась назад“. После двух-трех родов у вирьялки пропадает весь форс: она ходит косматой, растрепанной, в грязной рубашке; часто можно заметить по краям подола желтые пятна от испражнений ребенка. Так же мало смотрит она и за чистотой в избе. (Прежний) форс появляется у нее только тогда, когда она собирается на базар. От них к востоку живут чуваши низовые (восточные, живущае к востоку) они живут между вирьялами и степными чувашами (хирти) и занимаюг продолговатую полосу, начиная от р. Волги и до станций Ибреса и Шихраны Московско-Казанск. железн. дороти. Чуваши, живущие на южном конце этой полосы и называемые кушлавăшсем (кошлоушинские), тоже входят в число низовых чуваш. Кошлоушинские, ораушинские, хириосинские, отарские и рунгинские чуваши, по одежде женщин, и не вир-ял, и не низовые, и не степные, а представляют из себя как-бы особую группу. Ближайшие вирьялы прямо называют их кошлоушинекими; вирьялы, живущие в отдаленности, около г. Ядрина или в Курмышском уезде, считают их низовыми чувашами, а ближайшие степные чуваша, из-за небольшой разницы в говоре и одежде женщин, склонны считать их вирьялами. Строго говоря, чуваш можно делить и на большее число групп. Не разбирая их по мелочам, я разделяю их на три группы; потому и кошлоушинских чуваш я причисляю к низовым (анатри). Хотя они не совсем похожи, как на вир-ял, так и на низовых (анатри), но в общем они, по говору и по одежде, гораздо ближе к низовым. Мужчины носят черные или сероватые кафтаны, обуваются в белые суконные онучи (покупаемые на базарах); летом ходят либо в фуражках, либо в маленьких шапочках. Лапти оляповатые, а не тщательно сплетенные и разукрашенные, как у вир-ял, и оборы не длинные. Женщины обуваются либо в портянки (нарочно для того сотканные), либо носят чулки, сшитые из белого же базарного сукна. Рубашки (верхнее платье) носят сшитые из белого холста и вышитые узорами, или же сшитые из пестряди, сотканной с синими и красными тонкими полосками по красному полю. Повязываются ситцевыми платками разного цвета. Если ноги обуты в портянки, то оне обертываюг их оборами немного похоже на вир-ял; а если ноги обуты в белые чулки, то поверх этих чулок из базарного сукна надевают еще черные носки домашней вязки; эти носки обертывают оборама не как вирьялы, а вплотную, и оборы лежат рядышком, у самой щаколотки; затем чулки спускают к носкам, и они образуют нечто похожее на складки сапог. Замужние женщины голову обертывают сурбаном и никогда не оставляют шею голою. Девушки, летом, когда едут на свадьбу, надевают тухья (особый головной убор девушек). У вирьялок ни тухья, ни сăрка (украшение из монет и бус, носимое девушками на груди и спине) не бывает. Раньше эти тухья и сăрка носили и в христианские праздничные дни и в свои языческие праздники, а теперь эти уборы надевают только на свадьбах, и то не все. У них сурпан, масмак и пуç-йĕпии (головные уборы женщин) не похожи на вирьяльские: сурпан длиннее и шире, а масмак — короче и шире, и узоры на нем похуже, чем у вирьялов; пуç-йĕппи (убор на задней части головы) короче, и серебряных монет на нем не навешано столько, сколько у вир-ял. У вирьялок всегда видны уши, шея и затылок, а у женщин анатри их не видно. Оне не показываются простоволосыми (ни деверьям), ни свекрам, ни чужим людям: это считается неприличным. Точно так же не показываются оне перед ними и босиком. Женщину, строго соблюдающую этот обряд, никто кроме мужа не увидит до самой ее смерти простоволосою или босою. Когда женщины едут в гости, то повязываются самоткаными платками и поверх платка надевают еще каракулевую или барашковую шапку. Летом оне повязываются лишь платками: либо самоткаными, лабо ситцевыми. Тот и другой повязывают двояким способом: ситцевым платком или повязываются поверх головы так, чтобы он обхватывал гоюву как татарская тюбетейка, или же повязываются им так же, как и русские женщины. Самотканые платки повязывают на подобие татарской чалмы (обхватив им голову и завязав его раз на затылке, оставшиеся концы завязывают спереди надо лбом, причем кониы платка торчат па голове в виде рогов), или же завязываюг этот самотканый платок на затылке, при чем длинные концы его закидываются назад и свободно висят на спине. У вирьялок этого самотканого (полотенцеобразного) платка нет, оне носят исключительно ситцевые платки, а также самотканые бумажные четырехугольные платки белого цвета, похожие на ситцевые. Вирьялы живут лишь в Казанской губернии, в уездах: Козмодемьянском. Чебоксарском и Ядринском, и в Курмышском уезде Симбирской губернии. В Чебоксарском и Ядринском уездах не все чуваши вирьялы. В Чебоксарском уезде они живут только вблизи западной границы, а в остальных местах этого уезда живут низовые чуваши. Граница между низовыми чувашами (анатри, мал енчи) и вир-ял приблизительно такая: от с. Абашева, Чебоксарского уезда, к западу, в сторону дер. Шăхча, живут вирьялы, а к востоку от этого села — низовые чуваши. Потом, если итти к тому месту, где сходятся границы Чебоксарского и Ядринского уездов (около села Богатырева), оставляя деревни 1-е и 2-е Икково к западу, то направо, к юго-западу, живут вирьялы, а налево, к северо востоку, живут низовые чуваши. Затем, в Богатыреве живут смешанно и вирьялы и низовые чуваши. От этого села граница между ними идет через реку Большой Ци(ы)виль, в дер. Супар (Субар), Ядринского уезда, а дальше, по границе Цивильского и Ядринского уездов, идет до с. Ямашева (Чарпуç). От Ямашева граница между этими двумя группоми вдается в Ядринский уезд и проходит между с. Малыми-Яушами и д Туçи-Çармăс с правой стороны и старыми и новыми Сурьялами (Сĕрьел) с левой, переходит через речку Большой Санар и приходит на речку Малый Санар. Таким образом, направо от этой линии остаются вирьялы, а налево — низовые чуваши. Только жители с. Янгорчина (находящегося на этой линии), так как они живут на очень близком расстоянии от вир-ял, в последнее время начали одеваться по-вирьяльски. Дальше эта же граница от деревни Хирпосей поднимается по наиравлению к дер. Санар-пось, по реке Малый Санар и по притоку ее Вăта-çуна, проходит через Корабельную рощу и р. Упнер (приток Мал. Цивиля) и упирается в угол Сурского леса (Кирского лесничества). Итак, деревни Хурăнсур-Çармăс, Альмени, Санар-поси, с. Артеменкино, Новое и Старое Абызово, Упнер и др., остающиеся направо, будут вирь-яльскими, а налево, начиная от Ямашева, деревни, находящиеся в пределах Ядринского уезда: Орауши, Хирпоси, Отары, Рунги и все Кошлоуши (несколько селений) считаются населенными низовыми чувашами. Вот эти чуваши, находящиеся в одном углу Ядринского уезда, хотя считаютея низовыми, но несколько от них отличаются. Говорят они так же, как и низовые, но женщины одеваются иначе — в этом и разница. Настоящие низовые женщины сурбаном обертывают всю голову, так что у них не видно ни одного волоска на голове, а эти (кошлоушинские, ораушинские и окружающих их селений, Сурьяльские, и Ямашевские) обвертывают голову сзади до висков, сзади же, вровень с верхними краями сурбана, накладывают пуç-йĕппи в двумя концами последней, оканчивающимися булавками, прикрепляют сурпан к масмак, который вдет через голову, от уха к уху, и завязан под подбородком. Вследствие такого прикрепления сурпан у них не сьезжает на шею, как у вирьялок. Такие чуваши есть еще рядом с ними, и в Цивильском уезде ими населен весь Ача-касинский (с. Татмышево) приход. Их женщины тоже одеваются так же, как кошлоушинские, ораушинские и ямашевские. Что касается верхней одежды (кафтанов, платков) и обуви, то в этом отношении особенного различия между кошлоушинскими и анатри нет. Мужчины летом и зимою одеваются там и здесь одинаково. За низовыми, по другую сторону железной дороги, идут селения степных чуваш. Степными чувашами называются чуваши Симбирской губернии, а также Тетюшского и Ци(ы)вильского уездов Казанской губ. Степные чуваши отличаются как по одежде, так и по говору их. Степные чуваши, мужчины и женщины, носят чулки, сшитые из белого сукна. Велых рубах из самотканого холста они совсем не носят, а носят пестрядь (улача). Женщины их, как и низовые чувашки, обвертывают сурбаном всю голову, но белого костюма (кроме сурпан) у них нет. Их сурбаны отличаются от низовых тем, что они у последних (низовых) бывают шире и концы их красивее. Рубашки (верхнее платье) шьются из своей пестряди на татарский или русский лад: оне отчасти похожи и на татарские платья, а отчасти и на русские сарафаны; грудь и подол рубахи отделывают ситцами разного цвета, по татарской моде. Оне не повязываются самоткаными домашними полотенцеобразными платками, но все без исключения носят ситцевые платки. Верхняя же одежда у них одинакова с ниаовыми. Только женщины степных чуваш от низовых и вир-ял резко отличаются еще тем, что первые (хирти) носят те же портки, какие носят и мужчины. Женщины у вир-ял и у низовых носят портки с четырьмя гачниками (произн.: гашниками). Эти портки очень просторны в верхней части, и потому низовые чуваши, знающие это, смеются над ними и говорят: „Оне носят хребтуг“. Два передние гачника завязывают, обведя их по бокам, сзади, а два задних, также обведя их с двух сторон, завязывают концами спереди. Для отправления естественных нужд (praeter concubitum) развязывают задние гачники, завязанные спереди. Вирьялы смеются над низовыми и степными чувашами и говорят, что их ноги можно переломить одним ударом кнутовища (потому что оне очень тонки), а степные чуваши в свою очередь смеются над вирьялами, называя их черноногими. Многие чуваши Уфимской и Самарской губерний переселились от низовых, но теперь говорят как степные. Платье у них иное, чем у степных, и очень похоже на русское. Раньше многие из здешних чуваш даже и не знали, что там тоже живут чуваши. Разница в говоре низовых и степных чуваш заключается в том, что низовые говорят хăпар (поднимись), а степные улăх (поднимись). Низовые говорят о степных, что те говорят ясно, отчетливо, Степные чуваши говорят, о низовых, что они (анатри) „говорят кончиком языка“, т. е. букву „т“ произносят на конце слов мягко, напр.: пулать, каять и т. п., а надо будто-бы „пулат, каят“ и т. д. Приблизительная граница между низовыми и степными чувашами идет по линии Московско-Казанской железной дороги, от ст. Ибреси до ст. Тюрлема. По правую сторону от полотна железной дороги (к востоку) живут степньте чуваши, а по левую (к западу) — низовые. [Автор этой статьи написал ее не на чисто родном говоре, а на языке, довольно близком к книжному].

ан

(ан), particula negativa fennica, quae additur imperative, отрицание повел. наклонения. Орау. Урăх ан турт. Больше не кури. П. Пинер. Пĕр алăран вĕçернĕ тăманана тытма ан та шухăшла. И не думай поймать сову, которую раз выпустил из рук. (Послов.). Якей. Ан çапах эс она он пушши патакпа! Да не бей же ты его такой огромной палкой! Треб. 2420. Эпĕ айăплă пулса ан каям. || Eadem, cum addita est tertiae personae imperative etiam metum significare potest, ne res aliqua fiat. С З-м лиц. пов. накл. иногда выражает опасение. Эпĕ кашкăр тавраш (Iеgе: тавраш) ан пултăр тесе шикленкелесе пыратăп. Я иду и побаиваюсь, как бы не встретить чего-нибудь в роде волка. || Aut verborum alicuius vanitatem. Или полное недоверие к словам другого. Ст. Чек. Вăл Мускава кайнă вĕт. — Ан кайтăр! Ведь он уехал в Москву. — Как бы не так, как бы не уехал! (т. е. ты говоришь вздор, что он уехал). || Etiam cum tertia persona sing, verbi nyji coniungitur addito participio praeteriti, quod hoc quidem loco ponitur pro substantivo, ut significet rem aliquam omnino vetari. Отрицат. форма пов. накл. З лица ед. чис от гл. „пул“, быть, прибавленная к причаст. прош. вр. спрягаемого глагола, выражает строгое запрещение. КС. Шыва кĕнĕ ан пултăр! Не смей (не смейте, пусть он, они не смеют) купаться! Ib. Ман киле ярса пуснă ан пултăр! Не смей (не смейте, пусть он, она, они не смеют) являться ко мне в дом! Чтобы твоей (вашей, его, их) ноги у меня не было! [В Ст. Чек. говорят: „Кунтан урăх шыва кĕни (к̚э̆н’и) ан пултăр! — Ман алăк урлă урăна (урине, урăра) ярса пусни ан пултăр!“, т. е. с суфф. и. См. Опыт. чув. синт., стр. 470]. Sunt etiam quaedam verba, quae addita eadem negatione substantivorum loco ponuntur atque cum postpositione шăн coniunguntur, quod tamen a plerisque omnino non probatur, tamquam falsum. Замечателен оборот, подобный следующему. Альш. Хăйне ан кайшăн калать. Idcirco ita loquitur, ne sibimet ipsi sit eundum. Говорит это с тою целью, чтобы ему не пришлось итти. [Другие считают этот оборот вымышленным и говорят так: „Ăна вăл хăй каяс маршăн калать“]. || Cum optativo. Иногда соединяется с уступ.-желат. накл. Череп. Ан ятлăсăрах, тăхлачăсем! Извините („не браните“), свахи!

ар

(ар), Votiacus, homo e gente Votiacorum, quae est stirpis Fennicae, вотяк. Cf. tatar., срав. тат. ap, quod in eodem sensu usurpatur, имеющее то же значение. N. Пĕри чăваш, тепĕри ар, иккĕшĕ те киле каясшăн. Один — чувашин, другой — вотяк; оба хотят итти домой. Герман. Вăл патшалăхра тата урăх халăхсем те пулнă; чăвашсем, çармăссем, мăкшăсем, арсем. В этом государстве были и другие народы: чуваши, черемисы, мордва, вотяки.

ара

(ара). Coniunctio adversativa: at. Союз, выражаюший возражение, полное несогласие говорящего с тем, что ему пришлось услышать от своего собеседника, а также несоответствие наблюдаемого явления с тем, чего ожидали или хотели, или с тем, что должно было быть, или же с теми воззрениями, какие имел на тот или иной предмет говорящий. Нередко „ара“ начинает собою предложение, в котором высказывается указание ни некоторую как бы неуместность вопроса, заданного собеседником, причем самое дело выставляется настолько простым, что как бы не нуждается в разъяснениях; или же ставится в начале слов, которыми указывают на неуместность поступка или заявления, а также на отсутствие для него разумных оснований. Иногда союз „ара“ сообщает речи оттенок удивления, недоумения и вообще делает речь более оживленною. Букв., 1908, 19. Акка! ĕне пăрулама выртнă, кĕвелĕк парса яр-ха мана, тесе ыйтать, тет. — Ара, те пăрулама выртна халĕ вăл, те ахал, выртнă. Сестрица! (так обращается чувашка к женщине старше себя возрастом, если они обе выросли в одной деревне) у меня хочет телиться корова, дай-ка мне немножко закваски [сметаны (йӳç хăйма) или турăх, чтобы заквасить молоко]. — А неизвество еще, хочет ли она телиться, или просто так легла. В. Олг. Воç кĕпе çапат ара; кĕпе çумалла-и паян?! Да (ды̆) вон она белье колотит; разве сегодня моют („следует мыть“) белье?! N. Ара ăна çĕртен илнĕ, çĕре пытарса пăхам-ха. Да (что же я раздумываю-то) ведь это взято от земли, попробую-ка я зарыть его в землю Reguly, 521. Вăл исе кайни (i. е. кайнă-и) ара, эс она ятлатăн? Вăл исе кайман. Да разве это он взял? Зачем ты бранишь его? Он не брал („не уносил“). Ib. 524. Ара мен полĕ онта кайнăшăн? А что будет, если туда сходить? („за хождение туда“), т. е. не будет никакого наказания. Ib. 524. Ара айта кайăпăр, мĕн полĕ. Ну так что же? Идём, что будет. Ib. 522. Ара ма тавăрнтăн? Что же это ты вернулся? (или: зачем же ты вернулся?). В. Олг. Ара, кона хопма та астуман эпĕ! Смотри-ка (или: представьте), я даже забыла („не припомнила“) ее затворить! КС. Ара, эпех каларăм пать-и-ха (= пулать-и-ха)? Неужели действительно я сказал (это)? [букв.: „А что („и-ха“), неужели („ара“) выходит так, что („пать“) действительно („ех“) я сказал?“] (недоумение). Ib. Кам арă апла сăтăр турĕ пулать-ха ăна? Кому же это нужно было повредить его („кто же это, выходит, так повредил его?“) (недоумение). Ib. Ара çаннуна чĕртĕн тем! Да (ды̆) ты, я вижу, разорвал себе рукав! (неожиданность). В. Олг. Ста ара мĕнĕ, сăкманĕ? Где же это тот, как бишь его, кафтан-то? (сказал человек, ища кафтан и не находя его). Тоганаш. Эс мĕскерле çын ара? Что ты за человек? (т. е. странный чел.). Ходар. Ара эсĕ мĕскерле çын?! Мĕн хăтлантăн капла? Что ты за человек?! Зачем ты это сделал? Подгорное Ц. Ара, Иван, ма каласа (калаза) итлеместĕн-ха эсĕ? Что же это ты, Иван, не слушаешься? Микуш. Вара пĕри астуса каларĕ, тет: „Ара пирĕн чĕреп юлнă вĕт; атьăр-хă, ăна кайса чĕнер.“ Тогда один из них вспомнил и сказал: Да ведь у нас (еще) остался еж; идемте-ка, призовемте его.“ — Череп. Эпĕ ăна чĕннĕччĕ-çке ара! Да ведь я его звал (и мне непонятно, почему он не пришел). КС. Кĕнекене шырарăм-шырарăм, тупаймарăм. — Çантах пулĕ ара, шыраса пăх-ха татах. Я искал, искал книгу, и не нашел. — Да (ды̆) она, чай, тут же; поищи-ка еще. Ib. Ма чармарăн эсĕ ăна? — Ара асăрхаймарăм-çке эп ăна! Почему ты его не остановил? — Да ведь я его не заметил! Ib. Ара хăçан каларăм эп сана: „Ан кай“, тесе? Когда же [или: да (ды̆) когда же] я говорил тебе, чтобы ты не ходил? Ib. Эс мĕшĕн ăна вун-çичĕ пус анчах патăн? — Ара хамăн пулмарĕ-çке манăн! Почему ты дал ему только 5 коп. (17 коп. на ассигн.)? — Да (ды̆) у меня у самого не случилось (денег)! Ib. Çтан ара ăна асăрхаса çитеретĕн! Да (ды̆) где все эта заметишь! Ib. Паян хăнасам пурте килчĕç, кĕрӳсем килмерĕç; хытă каланăччĕ-çке-ха ара вăсене! Нынче все гости приехали, а зять (с женою) не приехал; а ведь, смотри, я им крепко наказывал (чтобы приезжали). Ib. Кунта-ç ара кăсам! Да (ды̆) вот где они! Ib.? Вăсем вырсарни-кон та ĕçлеççĕ тем ара! Да (ды̆) они, оказывается, и по воскресеньям работают! Ib. Санăн укçу-тенкӳ пур, тытăн сут тума. — Çапла та ара, тытăнма хăрап çав! у тебя деньги есть, примись торговать. — Да (ды̆) это так, но дело в том, что я боюсь приняться (за торговлю). Ib. Ухмах та ара апла тăвас çук. Да (ды̆) так (т. е. этого) и дурак не сделает! Ib. Ма суятăн? пурччĕ-ç ара! Да (ды̆) ведь было ([араб сăмахĕ]), что ты врешь, (что не было)? Ib. Ара, манах айăпа кăларатăр тем! Да (ды̆) вы, кажется, действительно меня обвиняете! (или: да вы как же это, неужели меня обвиняете?). Ib. Эпĕ урăх çĕре кайнă пулĕ, тесе; кунтах тем ара. Я думал, что он ушел (куда-нибудь) в другое место, а он, оказывается, здесь же. Ib. Эп: халăх саланнă пулĕ, тесе; саланман тем ара. Я думал, что народ уже разошелся, а он, оказывается, еще не разошелся (удивление). Унтан çиме тесе, (ашне) илнĕ, тет те, шăмми анчах, тет. „Ара ку тĕлĕкре çинипеле те пĕтет-ĕçке“, тесе тĕлĕнчĕç, тет, вара вырăспала тутар. Потом они взяли мясо, чтобы поесть его, но от него остались только кости. Русский и татарин удивились и сказали: „Представьте, оно исчезает даже и оттого, если его едят во сне!“ N. Ку ларчĕ, тет те, каларĕ, тет: „Часрах уçăр хапхана!“ тесе каларĕ, тет. Пичĕшĕсем калаççĕ, тет: „Ара, ухмах, лашасăр çуна каять-и?“ тесе калаççĕ, тет. Он сел (в незапряженные сани) и сказал: „Отворите поскорее ворота!“ Его старшие братья говорят ему: „Что ты, дурак! разве сани поедут одни, без лошадей? Микуш. Çапла пĕр çуртра çĕрле ĕçлесе ларнă, тет, пĕр карчăк анчах çывăрать, тет. Ларсан-ларсан ку карчăк тапратрĕ, тет, мĕкĕрме. Пурте шартах сикрĕç, тет. Нумай та мĕкĕрмерĕ, тет, вăранчĕ, тет. — „Ара мĕп пулчĕ сана!“ тесе ыйтрĕç, тет ларакансем. Однажды таким образом в одном доме сидели ночью и работали; спала только одна старуха. Сидели, они сидели, вдруг старуха принялась мычать. Все вскочили в страхе. Старуха мычала недолго, и проснулась. Сидевшие в избе спросили ее: „Что ты, что с тобою сделалось?“ Ашшĕ каларĕ тет: „Ара, ачам, кăна кама çиме илсе килтĕн эсĕ? ара ку пĕтĕмпе шăна кăмпи-çиç. Отец сказал ему: „Что ты, сынок! кому ты принес их (т. е. эти грибы)? ведь это одни мухоморы!“ Ара эсĕ намăсă та пĕлместĕн тем! Да (ды̆) ты, повидимому, и стыда не знаешь! Ib. Ара, ачам мĕн хăтланатăн эсĕ. Что ты делаещь, дитя мое? (говорят детям, когда он делают что-нибудь предосудительное и пр.). Сред. Юм. Ара õ, Йаппун паши, çĕмрет те çĕмрет-çке (= çĕмĕрет-çке) õ! Смотри-ка ты, что он японский-то царь, делает: бьет да бьетI (Удивление и страх). || In quaestionibus quoque ponitur. cum de re aliqua parum nota plura volunt cognoscere. В вопросах также выражает желание получить более точные сведение о предмете или ближе ознакомиться с предметом. КС. Паян пĕр хĕре Йăванккă хĕрĕ тесе кăтарттăрĕç те, çавах-ши ара вăл? Сегодня мне показали одну девушку и сказали, что это дочь Иванки; но действительно-ли она эта самая? („ши“ выражает здесь сомнение, неуверенность, колебание при разрешении вопроса). Ib. Паян уччиттĕл çĕре хĕвел тавра çавăрнать тесе каласа кăтарттăр те, çаплах-ши ара вăл? Сегодня учитель рассказывал о земле, что она вертится вокруг солнца; но действительно-ли это так? Ib. Паян ман аккасам патне карăм-ха эп. = Пурте сывах-чи (т. е. -чĕ-и) ара? Сегодня я ходил к тетке (см. мăн-акка; см. Оп. чув. синт., I, 66). Ну, что (или: а что). все-ли (там) в полном здоровьи („были вполне здоровы“) Ib. Йăван çĕвĕç çак ялта пурнать, терĕç те, çак ялтах-ши ара вăл? Сказали, что портной Иван живет в этой деревне, но действительно-ли он в этой деревне? Череп. Кунта пулă пур-и? Есть-ли здесь рыба? Ib. Кунта пулă пур-и ара? А что, здесь есть рыба? (т. е., я не знаю, разъясни мне; так спросят, напр., когда подходят к озеру и желают ближе познакомиться с его свойствами, или когда видят человека, который ставит на озере рыболовные снасти). КС. Кунта пулă пур-ши ара? А что, здесь есть рыба? Так спросят, напр., когда ловят рыбу в неизвестном месте, при чем вопрос может заключать в себе: 1) неуверенность в начале ловли, 2) сомнение, 3) недоумение (если рыба не ловится). Ib. Кашкăр куртăм! Кашкăр куртăм! — Тĕсĕ кăвак-и ара? Я видел волка! Я видел волка! — А что, шерсть („масть“)-то у него серая? В этом вопросе, смотря по интонации, может заключаться или недоверие, или насмешка, или простое желание получить более подробные сведения о предмете, который видело другое лицо. Ib. Майри чăвашран пулнăскер, тет. — Чăвашла пĕлет-и ара. У него жена-то, говорят, из чуваш (т. е. чувашка, переделавшаяся на русскую стать). — А знает-ли она по-чувашски (или: а что...). Череп. Аçу Чĕмпĕре каят-ши. Разве твой отец поедет в Симбирск? („ши“ указывает на то, что поездка представляется говорящему сомнительной, невероятной). Ib. Аçу Чĕмпĕре каятах-и ара? Разве твой отец действительно едет (или: решил ехать) в Симбирск? Чире ертним (= ертĕн-им) ара? Ты что же, разве болезнь получил? Ма эсĕ апла сурчăкпа чуста çăратăн? сирĕн шыв çук-и-мĕн ара? тенĕ. Он спросил: „Что это ты месишь тесто на слюнях? а разве у вас воды-то нет“? Б. Олг. „Эп пĕлмен“, тет, „инки“, тет, „той полассине. Камăн ара?“ тет. „Я, тетенька, не знала, что будет свадьба. У кого же это?“ спрашивает она. В. Олг. Хоçи пор-и? — Пор. — Ста ара? — Лаçра. Хозяин дома („есть“)? — Дома. — Где же? — В лачуге. Тоганаш. Минчен ара çавсам? А сколько их? (т. е. этих людей). Ib. Кам ара онта? Кто это там? Çав çын вăл пулчĕ-и ара? Разве это был он? Тоганаш. Çав çын полмари (i. q. полмарĕ-и) ара вăл? Разве это был не он? || luncta imperativo stomachum quendam significare solet. С повел. накл. выражает досаду, недовольство. Б. Олг. Хакне пĕр ластăк пăрахсам ара, эп вара пĕр-икĕ пăт илетĕп паранкăна. Да (ды̆) ты (или: а ты) уступи малость, тогда я у тебя куплю пулика два картошки-то. КС. Атясам ара! А ты идем! (досада на медлительность). Ib. Ан тивсем ара! Да ты не трогай. Ib. Тухсам ара! Да ты выйди! Ib. Килсем ара! Да ты иди сюда!
Во всех вышеприведенных примерах в Ст. Чек. и окружающих селениях употребляется „вара“. || Eadem particula in responses quoque adhiberi solet, quibus praecedentis quaestionis sententia confirmatur. Иногда выражает подтверждение того, что содержится в предыдущем вопросе. Ходар. Эсĕ çара-çунапа çта (ста, шта) каятăн? вăрмана каятни? — Ара. Ты куда едешь на дровнях? в лес? — Да. Ib. Вăрмана аçу каять-и? — Ара. В лес поедет твой отец (est-ce ton pere qui etc)? — Да. Ib. Аçу вăрмана ыран каять-и? — Ара. Твой отец поедет в лес завтра (est-ce demain que etc.)? — Да. Череп. Ара, çапла пулмасăр, çапла çав. Конечно так.

арăм ил

(ил’), uxorem ducere, жениться. Сирах. 68. Арăм илни пурлăх пухасси пуçламăшĕ. Приобретение жены — начало стяжания. Тимерсяны. Старик ăна пытарнă та, урăх арăм илнĕ. Старик похоронил ее и женился на другой.

каяраххăн

попозднее. Н. Шинкус. См. иртереххĕн. КС. Эпир пĕрлех тухнăччĕ те, вăл, урăх çулпа кайса, манран каяраххăн çиттĕрĕ.

каласа яр

проговориться, ляпнуть; сознаться. КС. Çавна, тăмпай, кала яр! Я, дурак, проговорился! Ала 18. Вăл (она) та вара каласа янă, унăн та тунмалли пулман (созналась). Курм. Эпĕ: каласан хĕнемĕ тесе, каларăм-ятăм. Я и ляпнул, полагая, что он меня не прибьет, если я сознаюсь. || Передать. Выла Микун çавăх пулсан, пасара каяççĕ те, хайпăрхи хурăнташĕсене сăра ĕçме чĕнсе яраççĕ: эпир çав кун ĕçкĕ-çикĕ тăвас тетпĕр, эсир пырăр вара, теççĕ. Хурăнташĕсем çук пулсан, урăх çынран каласа яраççĕ.

калаç

(калас’), разговаривать, беседовать; сговориться, поговорить. N. Эсĕ унпа пĕртте калаçмăсăнччĕ, тетĕп эпĕ. — Мне было бы желательно, чтобы ты не говорил с ним. Артюшк. Кусем (утки) пĕр йăвара ӳснĕ пек калаçаççĕ, тет. Ала 81. Çĕлен çăварне уçрĕ, тет те, калаççа ячĕ (заговорил), тет: килях, старик! тесе каларĕ, тет. Нюш-к. Калаçман калаç пулнă, тет, чĕнмен чĕкеç пулнă, тет. (Совет молчать. Послов.). Т. Григорьева. Чĕлхе вĕç кĕçĕтсен, калаçман çынпа калаçат, теççĕ. (Примета). Якейк. † Калаçмасăр-тумасăр ĕмĕр иртмест, теттĕр-и? Альш. Çӳлти касра та, Армань кассинче, лайăх пусă (колодец) пурринех калаçмаççĕ (не слыхать чтобы был.). Перев. Çав сăмахсене кашкăр калаçса тăнă чух... Ашшĕ-амăшне. Лисахви ĕненмесĕр: ай, ан калаç! (не может быть), тесе кăна хунă. Орау. Санпа мĕн калаçан, санпа калаçмалли çук, эс ăçта! (про тебя и в Москве «в кулак свищут»!). СЧУШ. Чăххăн çуркуннехи чи малтанхи çăмартине ытла нумай калаçакан çынна çитерсен, чăхă нумай çăмарта тăват. Регули 768. Калаçаççĕ: ыран салтаксам конта килеççĕ, тесе. N. Кам мĕн пĕлет, çавăн çинчен калаçса ларать. N. Кашни хăйăнне калаçса ларать. Альш. Тумтир те, чĕлхе те, калани-кулни те пĕрех (те же самые). Орау. Кунтах юлас тен (хочешь) пулсан, эп калаçса пăхăп (попробую попросить). N. Эпĕ пĕр вăхăтрах темиçе тĕслĕ чĕлхепе калаçма пултараймастăп, пĕр тĕслĕ чĕлхепе калаçма пултарап. Я не могу говорить сразу по-всячески, а говорить на одном языке могу. Якейк. Мари лешеккинчи унтрипе мăн-контанпа калаçса порнать (любезничает). Ib. Вăл онпа калаçать. || Договариваться, уславливаться, торговаться, рядиться. Чăв. й. пур. 26. Халĕ те хăй çăкăрне çимест; хĕлле, вак касса, çăкăр пухмалла калаçать те, ялан çавна, пĕчĕкçĕн-пĕчĕкçĕн пухса, çисе пурăнать. Янтик. Эпир çак лашана калаçаппăр та, ытла хаклă ыйтать хуçи. — Унпа пит лайăх калаçса илес пулать (поторговаться), вĕсем пит хаклă ыйтаççĕ. Альш. Сăмавар лавкки умне пырать те, калаçать сăмавар (торгует самовар). М. Тув. † Манăн савни ял урлă, калаçасси çын урлă. Якейк. † Йори калаçрăм хора хĕрпе — утсам панче çăвăрма (= çывăрма). Ашшĕ-амăшне. Калаçнă укçана хăна тытса юлмарăн, йăлан вăхăтĕнче тӳлесе тăтăн. Хурамал. Çаран калаçма килтĕмĕр (торговаться). Ib. Çаран калаçса килтĕм (= çарăн илсе килтĕм). Я, сторговал луга. Шибач. Пошăт калаçма килтĕмĕр (торговать лыки). Такмак. Пирĕн (Иван) пичче ывăл авлантарать. Пуян (Микки) хăта хĕр парать: сумасăр укçа панă, виçмесĕр пыл калаçнă. Ягудар. Калаçмаст. Не рядится. || Выговаривать. Юрк. Тăла вăл-ку таврашĕнчен сăпăн тума пустав-тăла та пĕр вунпилĕк аршăн калаçаççĕ (выговаривают). || Сватать невесту. N. Калаçса яр, просватать; калаçса кай, калаçса кил, засватать. Кильд. Çапла вара Иван, чипер Евгение манса, урăх хĕр калаçнă, тет.

калăм çĕрĕ

ночь накануне пасхи, пасхальная ночь. Янтик. Калăм çĕрĕ тесе, ыран мункун тенĕ чухнехи çĕре калаççĕ. Ун чухне чукатмăшсем урăх япала пулса çӳреççĕ, теççĕ, çавăнпа: усал тавраш ан кĕтĕр, тесе, пур хуралт алăкне те пурăпа (= пурпа) хреç (= хĕрес) туса çӳреççĕ. || СПВВ. Х. Сред. Юм. Ĕлĕкхи калăм çĕр («в [на?] великую среду вечером») шальча (тычины) вăрласа, мунча хотса кĕрсен, кĕçĕ каят, тет. (Народное поверье).

канăçсăр

беспокойный; аnxius. Орау. Темскерле (= темĕскерле) канăçсăр ача пулчĕ ку, кунĕн-çĕрĕн макăрать. Ib. Ун пек канăçсăр çынна урăх пĕлмесп (= пĕлместĕп) те эпĕ, кунĕн-çĕрĕн пĕртте ахаль лармасть, мĕн-те-пулсан тăвать, çавăнпа та пурнать çав. Ib. Канăçсăр лаша кунĕпех çияшшăн (много ест). N. Канăçсăр ача, ан йĕрĕнтер-ха, тăр пăртак! (Гов. о маленьком, который всё просит есть). Сред. Юм. Мĕнле канăçсăр ача çак, тем чол йăпатса та йăпана пĕлмес!

кантăр

(канды̆р), конопель, конопля. См. пуса. Цив. † И, кив кантăр, кив кантăр, сыппи таран çĕн(ĕ) кантăр; кунтан вăйă иртсессĕн, арăмсенĕн чун кантăр. Изамб. Т. Пукрав вăхăтĕнче шыва кантăр хутаççĕ (мочат). Ала 106°. † Анат Явăш (деревня) хĕрĕсем, хĕрĕсем кантăр ăшĕнче чопаççĕ. Упнер. Чувашин, говоря о прежнем еловом лесе, сказал что он «Кантăр пак ларатьчĕ» (т. е. был очень густ). Сред. Юм. Кантăра татса çапсан, шывва (так!) кайса хотаççĕ, вара о пĕр виç эрнерен полат («смягчается и белеет самая кудель»). Изамб. Т. Арçынсем кĕлте кӳртнĕ чухне хĕрарăмсем кантăр татаççĕ. Питушк. Кантăр: варĕ, вăтамми, лапрашки. Пшкрт. Различные сорта кантăр: 1) лапрашки, 2) вы̆дам, З) кочы̆βос, 4) варбос. Сĕнтĕр вăрри. Чăваш халăхĕ тырă-пулă акса тума пуçласан, çав вăхăтрах сӳс-кантăр та акса тума пуçланă. Кантăр, тата йĕтĕн акса ӳстерес çĕрте çурхи тырпа шутланса тăрат. Кантăра çуркунне, çурхи тырра акса пĕтерсен тин, акаççĕ, майăн 20-мĕш кун телнелле, мĕншĕн тесен, иртерех аксан, кантăра сивĕ лекме пултарат. Кантăр валли ытти тыр пек мар, питĕ çемçе ана кирлĕ, çавăнпа кантăр валли ăрасна ананăн пĕр пуçне тислĕк ытларах тăкса çемĕçтерсе акаççĕ. Кантăр вырăнне пурте пĕр еннелле тума тăрăшаççĕ, мĕншĕн тесен кантăра çуртри вырса пĕтерсен тин татаççĕ те, сапаланчăк пулсан, кӳтӳ (?) ватса пĕтерет, теççĕ. Кантăра аксанах, çерçисем питĕ çинипе, ани çине хăратмаллисем туса лартаççĕ: ан çитĕр, тесе. Çапла кантăр пĕр виçĕ уйăх хушши ӳсет. Çемçе вырăнлă çĕрте çынран та çӳлĕрех пулат, хытăрах çĕрте кĕске пулат. Ӳссе çитерехпе кантăртан пуса уйăрăлат (пуса — вăрăсăр). Пусана ыраш вырса пĕтерсен татаççĕ. ЬIраш ир пулман чух, ыраш выриччен татаççĕ. Кантăра çуртри вырса пĕтерсен тин татаççĕ. Кантăра та, пусана та, татсан, ани çинчех тымарне пуртăпа татаççĕ, вара киле анкартине тиесе кĕреççĕ. Анкартинче кантăра купа туса хураççĕ, çапиччен: пуçĕ шантăр, тесе. Кантăра пĕр-ик-виç хут çапаççĕ. Малтанхи хут çаппипех кантăр кипенки ӳксе пĕтмеçт. Çапса пĕтерсен, кантăра та, пусана та, йĕтĕне те, икшер ывăшăн тытса, мунчалапала е улăмпа çыхаççĕ. Çыхса пĕтерсен, кантăра та, пусана та, йĕтĕне те, сулă туса, кӳлле кайса хутаççĕ. Сулă тунă чух кантăрне ăрасна, пусине ăрасна, тата йĕтĕнне те ăрасна тăваççĕ, мĕншĕн тесен кантăрĕ пусапа танах пулса çитмеçт, йĕтĕнĕ тата шывра иртерех пулат. Чылайĕшĕ йĕтĕне, тата пусана шыва хутмаççĕ, мĕншĕн тесен йĕтĕн часах çĕрсе кайма та пултарат. Шыва хутман чух йĕтĕне те, пусана та курăк çине анкартине е улăха сарса пăрахаççĕ те, çăмăр çунипе çавăнтах етĕн пулса выртат. Кантăр шывра З — 4 эрнене яхăн выртать, пуса 2 — 3 эрнерен мала (больше) выртмаçт. Кантăра та, пусана та, йĕтĕне те хутсан, шыва лайăх путарма тăрăшаççĕ, мĕншĕн тесен, шыв илмесен, çелти (çиелти) пулмасăр тăрса юлса, тикĕс пулмаçть. Шывран кăларсанах, пуса-кантăра шывĕ сăрхăнма купа туса хураççĕ. Пĕр-икĕ эрне иртсен, киле турттарса каяççĕ. Килте, кашта туса, кашта çине анкартине çакса яраççĕ те, хĕл каçиччен çакăнсах тăрат. Мункун иртсессĕн, çимĕк çитиччен хĕр-арăмсем кантăр тылама пуçлаççĕ. Кантăр пусана, тата йĕтĕне малтан хĕвел çине сарса хураççĕ те, типсе çитсен тылаççĕ. Кантăр, пуса, йĕтĕнсене çакăн майлă тылăпа тылаççĕ. Тыласан, пилĕкшер çурăмăн çыхса хураççĕ; ă тем теççĕ. Чухăн пурнакансем кĕркуннех, арлама сӳс çукки пирки, мунчара типĕтсе, тыласа арлаççĕ. Кĕркунне авăн çапса пĕтерсен, пухрав (так!) вăхăтĕнче сӳс тӳме пуçлаççĕ. Хăш-хăш çуркуннех тӳсе хураççĕ. Сӳсе тăватшарăн, тата пилĕкшерĕн кисĕппе тĕвеççĕ. Сӳс тӳмелли кил (килĕ) — йывăçран тунăскер, çӳлĕшĕ пĕр метр тăрăш пур. Ĕлĕкрех кисĕппе тĕвиччен катмакпа тӳнĕ, теççĕ ваттисем. Сӳсе, тӳсе пĕтерсен, шăртлаççĕ. Шăрт — сысна шăртăнчен тунăскер çакăн пек формăлă. Сӳсе мĕн пурĕ, З хут шăртлаççĕ. Малтанхи хут шăртласан, пысăкки тухать (сӳсĕн çелти пысăк сӳсĕ). Иккĕмĕш хут шăртласан, çинçи теççĕ. Вăл питĕ лайăххи, унтан лайăххи урăх çук. Сӳс тӳсе пĕтерсен, ноябĕр уйăхĕнчен пуçласа, çăварни иртиччен, кĕнчеле арлама пуçлаççĕ. Пĕчик хĕрачасем, пĕр çичĕ çула çитсен, кĕнчеле арлама пуçлаççĕ. Малтанах пĕчик хĕр-ачасене пысăккине арлаттараççĕ. Çемьере хĕр-ачасем пулмасан, арçын-ачасене те арлаттараççĕ. Арçынсем ĕлĕкрех нумай арланă. Вĕсем хĕрсем пекех, килĕрен ларма кайса пĕр-пĕрин патне, авăрланă (так!). Хальхи вăхăтра арçынсем сахал авăрлаççĕ. Авăрланă çипписене хутăр-йывăççи çине (на мотовило) хутăраççĕ. Хутăр-йывăççи пĕр метр çурă тăрăшшĕ, икĕ вĕçĕнче урлă пĕр-ик шитлĕ патакран тунăскер. Хутăр хутăрнă чух мĕн чул пулнине шутлаççĕ, ăна ӳкĕм теççĕ. Ӳкĕме тăватшар пĕрчĕн çирĕме çитиччен шутлаççĕ. Пĕр хутăрта çакăн пек ӳкĕмсем: пысăкрах çиппе 5 — 7 ӳкĕм тăваççĕ; çинчереххине 10 — 18 ӳкĕм тăваççĕ. Çакăн пек хутăрсем хĕл каçиччен лайăх арлакан 30 хутăр таран авăрлат, начартарăххи 15 — 20 хутăр, пĕчĕк хĕрачасем 7 — 10 хутăр. Чăваш хĕрарăмĕсем хĕллехи кунсене пĕрмай кĕнчеле авăрласа иртереççĕ. Пĕр каçра З — 4 йĕке авăрлаççĕ. Çăварни çитме пуçласан (çăварни ир килмен чух, çăварни умĕн, çăварни иртерех килнĕ чух, çăварни хыççăн) çип çума пуçлаççĕ. Малтанах çиппе тăршыпа кивсе чӳхесе тăкаççĕ сурчăкĕ тухма; ăна çип сурчăкĕ кăларни теççĕ. Вара, пĕртик типсе çитсен, йăрхах çине пĕр пуçне хутăра тăхăнтараççĕ те, туртаççĕ чăсма. Ун хыççăн пит çăра кĕл шывĕ туса хатĕрлеççĕ те, çав кĕл шывĕ çине чиксе кăларса кантăра çине хураççĕ. Пурне те чиксе кăлараççĕ те (пĕр 15 — 20 хутăр пĕр кăмакана), вара кăмакана хываççĕ. Çунса каясран, вут хутса çунтарсан, ялан çăкăр пĕçереççĕ. Çăкăр тухсан, кăмакана пăртак улăм йĕпетсе хураççĕ кĕтессисене, çип çунса каясран, вара çипе хываççĕ. Çип кăмакара пĕр талăк выртат, тепĕр кун тин кăлараççĕ. Çип хывнă кун, çип хывакан çын патне хора çын пырсан: çип пиçмест, тиеççĕ. Сарă çын пырсан: сарă çын пек пиçет, теççĕ. Çипе хывнă вăхăтра яланах: çип хыватăп, çип хыватăп, шурă пул, шурă пул, акăшсем килнĕ, вĕçсе çӳреççĕ, хуларан çын килнĕ, шур хăмачĕ çиппи çӳретет, тесе калаççĕ. Тепĕр кун çума каяççĕ. Çунă чухне лайăх кĕлне çуса ямасан, тĕртнĕ чух канчĕр; çавăнпа лаях çума тăрăшаççĕ. Çиппине çусан, типĕтиччен хутаççĕ: тĕртнĕ чух яка, лайăх пултăр, тесе. Хутасса çапла хутаççĕ: пĕр витре шыв çине çăмартапа тата сĕт яраççĕ те, çав шыв çине чике-чике кăлараççĕ. Ăна тепĕр тĕрлĕ çип çемĕçтерни теççĕ. Çиппе çемĕçтерсен типĕтеççĕ. Типсен, çăмхалама пуçлаççĕ. Хутăр çăмхаламалли ярăн-йывăççи. Хутăра кăшкар çине çăмхалаççĕ. Çăмхаласа пĕтерсен, çак çипсемпе пир кумма пуçлаççĕ. Пир куммалли сӳрекке, пĕр 8 аршăн тăршшĕ, икĕ вĕçне шăлсем лартнă, пĕр вунă шăла çитиччен. Кумасса икшер çипĕн, е тăватшарăн кумаççĕ, мĕншĕн тесен икшер çипĕн уйăрса çилине тăхăнтараççĕ. Кумса пĕтерсен, çилине çыхса лартаççĕ те, кунча тума пуçлаççĕ. Кунчаласа пĕтерсен, пир витĕрме пуçлаççĕ. Пир сăтанĕ пирĕн патăрта хальхи вăхăтра икĕ тĕслĕ, анчах иккĕшĕ те пĕр майлă. Виççĕмĕш сăтан ĕлĕкин пĕк (!) пĕр вырăна пăта çапса шăтарса лартмалла; анчах ку аванах мар, мĕншĕн тесен пĕр вырăнтан тепĕр вырăна сиктермелле). Пир витĕресси, тата тепĕр тĕслĕ пир кăнтарасси теççĕ. Уна малтан çилинчен ĕретпе мăшăрăн илсе пырса кĕр витĕр илеççĕ. Кĕр витĕр илнĕ чухне пĕрер çипĕн илеççĕ, пĕр мăшăра пĕр çиппине малти кĕртен, тепĕр çиппине кайри кĕртен илеççĕ те, мăшрипе вĕçĕнчен çыхса лартаççĕ. Вара хĕç витĕр илеççĕ те, хăйă çине тăхăнтарса, хивсерен çиппе çыхса лартаççĕ те, тĕртме пуçлаççĕ. Лайăх тĕртекен хĕрарăм кунне пĕр 12 аршăн тĕртет, тепĕр тĕслĕ каласан: икĕ хутăр та çурă, иккĕ тĕртеççĕ. Çавăн пекех тĕртеççĕ ăратнене те, анчах унта тăват ура пусси, тăват кĕр. Ыттисене пурне те çавăн пекех тăваççĕ. Тĕртсе пĕтерсен шуратма пуçлаççĕ. (Сообщ. А. Максимова). || Фамильное прозвище в с. Альменеве, б. Асакас. в.

капан

(кабан), назв. озера Кабана (в Казани). N. Çак Капан кӳлли урăх патшалăхра пулсассăн, ăна тахçанах тасатнă пулĕччĕç; юшкăнне-мĕнне машинапа ăсса кăларса, ана çине илсе кайса тăкнă пулĕччĕç; çыранĕ хĕррине чул сарса тухса, кӳлли йĕри-тавра йывăç-мĕн лартса, пахча туса çавăрăннă пулĕччĕç. (Написано в 1908 г.).

карта

(карда), изгородь, загородь. КАЯ. Выляса çуресен-çӳресен, эпĕр тата картасем çинче (на изгородях) выляма шухăшларăмăр. N. Йĕри-тавра карта тытса çавăрнă. N. Ху тытса тăракан çĕршыв тавра йĕплĕ хулăран карта çавăрса ларт. Якейк. Сат картине чолпа çавăрнă. Сад огорожен каменной стеной. Ib. Эс итла уя тохса ларнă (построился), кĕт картуна (забор) куçарас полать. Орау. Вăсен çăварне карта тытман вĕт (у них рот не заткнут); мĕн килчĕ, ăна персе яраççĕ; сăмаха яланах мĕн пулнине пĕлсе калаçмаççĕ. Богдашк. † Вăштăр, вăштăр çил вĕрет, карта айĕнчен вĕрет вăл. Тюрл. Онăн сăмахĕпелен çӳресессĕн, карта хошшине те хĕснĕн (= хĕсĕнĕн). Чăв. ист. Картари выльăха тытнă пек тытса тăрат. Микушк. † Вуникĕ капан карти юнашар, укăльча тытсан та, çитмелле. Шорк. Карта, вообще загородка, кроме забора. Яншльд. Карта витĕр куç парăп. (Юр кĕртĕ). || Хлев (не бревенчатый). Вомбу-к. Карта — выльăх карти. Вăл сарай майлах, аслăкла витни те пор. (Тӳрĕ витнине аслăкла витнĕ теççĕ). N. † Пуян карти витĕр эпĕ тухрăм, пуян хĕрĕ юлчĕ хурланса. СТИК. Карта — хлев без сруба и без крыши, только загороженный частоколом с четырех сторон. Карта может быть приделана к какому-нибудь строению, но может быть и на гумне. N. † Çул тăваткалĕнче çук пулсан (если меня не будет), карта хыçне тухса тăр. Тоскаево. Картана тухма та хĕллехи тумтир çук. Тархашшĕн ан прахсамăр, ырă çын. || Ряд снопов, сложенных для сушки. КС. Тырă кĕлтисене карта туса хутăмăр. ХЛБ. Çăлса пĕтернĕ курăка салатмасăр, картапах типме хăварас пулать. Юрк. Тырă вырнă вăхăтра пулат:... карта. Якейк. Тыр вырнă чох ир кĕлтесене карта туса хорса пыраççĕ; валтан пĕр кĕлте хораççĕ, он çине, хĕреслĕ, тата тăват кĕлте хораççĕ; е пилĕк кĕлтее йонашар тăррисене посмасăр парахаççĕ. Шурăм-п. Халĕ тырă выракансем тĕмĕ тума пуçланă, карта тума пăрахнă. Сред. Юм. Тыр типеймен полсан, çăмăр хыçĕнчен вырнине-пĕрне: çилпе типтĕр, тесе, пĕрне аяла хорса, ыттисĕн пуçне кĕлте кочĕ çине хорса пыраççĕ, ăна вара карта теççĕ. || Круг. N. Уйăх карталансан, тăман тухат. Карти пĕчĕккĕ пулсан, час тăман тухат; карти пысăк пулсан, тăман час тухмаст. Митушк. † Уйăх карти пысăк карта, вунă çăлтăр ларса тулас çук. Чув. пр. о пог. 47. Хĕвел карти çывăхра пулсассăн, йĕпе пулмаст. Если круг этот близок к солнцу, ненастья не будет. || Магический круг. Хорачка. Пăри вотпала йĕри-тара çӧрет: карта туатăп, тет. Осал ан кĕртĕр, теччĕ (= теççĕ). Каран тăраччă та, чӧклеччĕ. (Моленье в поле). Ск. и пред. 99. Унтан пилеш хуппипе вут тумтире йĕри-тавра карта туса çавăрчĕ. || Вереница. N. Вĕçен кайăксем карталанса вĕçеççĕ. ЧП. Кайăк хурсем кайĕç картипе. Ib. Карти-карти килет кайăк хур. Сала 77°. † Карти-карти иртет кайăк хур. Янтик. † Кайăк хур каять картипе, йăви юлат пăрăнса (в стороне). N. † Çӳлелле пăхрăм — тĕлĕнтĕм хор-кайăк карта çавăрнинчен; аялалла пăхрăм — тĕлĕнтĕм пĕчикрен пусăк полнинчен. || Ловушка для птиц. Макка 114. Кайăк тытан карти пур. Ала 57. † Карăш карти картара, карăш пычĕ çакланчĕ. N. Тилли, тилли, тилли пур, тилĕ тытан йытти пур, тытан кайăк (siс!) карти пур. || Стан для ковки лошадей. Шибач. || Покос? Сред. Юм. † Утмăл та карта ут çултăм. Утмăл та карта утине (вар. уттинчен) йĕкĕр те капан (вар. икĕ капан) ут хыврăм. Ib. Пĕр карта утă çăлса тохрăм (çавапа пĕр расчин çăлса тохсан калаççĕ). Ib. Карта айне хăварса пырат. (Утă çăлнă чохне, хăй картине лайăх кастарса кăлараймасан калаççĕ). Ib. Карта таврас; утă çăлнă чохне утă карта полса пырать, çав картан çиелти типсен, ăна тавраççĕ. Изамб. Т. Пухнă чухне (сено) малтан карти-картипе пухаççĕ, унтан валем-валем пухаççĕ; вара купа туçа уйăраççĕ (сено). Ib. Малтанхи кун çарана валеçсе, карти-картипе çулаççĕ (рядами). Вир-йал. † Тăваткăл çаран варинче утмăл карта утă çăлтăм. || Паутина. Чув. пр. о пог. 260. Ерешмен карта нумай тусан, çăмăр пулать. Если паук сделает много паутин, будет дождь. Юрк. † Атьăр пурçăн карти карар-и? Пурçăн картисене мен ярар? Хура чĕкеç тытса ярар! || В перен. знач. N. Картине кĕрсен, юрать. Как бы ни сказать, только было бы понятно. (Так во мн. гов.). СТИК. Эй, пирĕн картине кĕрсен юрат! (т. е. нам нечего заботится о правильности речи; вырăсла калаçа пĕлейменнисем, вăсен(е) урăх çын: апла мар, ак çапла каламалла, тесен, вăсем çак сăмаха каласа хураççĕ). Чăв. ист. 11. Вырăссем «ведро» теççĕ, чăвашсем те ăна çав ятпах калаççĕ: хайсенĕн чĕлхи картине кӳртсе, кăшт çеç урăхлатса: витре, теççĕ. Сред. Юм. Пăртак самахлама картине кĕме хытланать халь те. СПВВ. МС. Эсĕ тата ытла картаран тухса каятăн (переходишь границы дозволенного), çапла çын выльăхне çаптараççи (бьют)?

кашкăр шăлĕ

кашкăр шăл, неправильно выросший зуб. К.-Кушки. Янтик. Кашкăр шăль тесе, тьыхасен çамрăк чуне тухакан урăх тĕрлĕ шăла калаççĕ. У шăл тьыхана çиме чарат, теççĕ, çавăнпа ăна ӳкерттереççĕ.

киле ан хур

не вздумай прийти. Юрк. Часрах кай та, асту, урăх киле ан хур!

кипĕт

повидимому торговая лавка. (с тат.). Ст. Шаймурз. Кая-кая икĕ пĕлĕт хушшине пырать, тет, унта яр-мунккава пырса кĕрет, тет. Пĕр кипĕтрен вуткĕ аршăн, аршăнне виççĕр тенкĕлĕхне виçтерсен, хăйсем урăх пӳлĕме укçа пама кĕреççĕ, тет. Ача, вĕсем кĕрсен, виçсе хунă тавара кĕсйине илсе чикет, тет. Укçа парса килсен тавара пăхаççĕ те, тавар çук, тет. Кусем калаççĕ: йăнăш пулнă пулĕ, тесе. Çĕнĕрен виçсе параççĕ, тет. Кипĕтрен тухса каяççĕ, тет.

киремет

(кирэмэт, к’ирэмэт’, Пшкрт: кєр’ємєт), киреметь (как свящ. место; от араб. кирамӓт). Охотн. Разные места около деревни и в самой деревне чуваш усеяны киреметями. Даже люди, близко стоящие к чувашам, часто ошибаются, понимая под слозом «киреметь» самих злых богов. «Киреметь», собственно, есть место, где пребывает злой дух, напр. дух какого-нибудь известного, некогда жившего на этом месте, чувашина, представляющего собою героя. У нас, напр., около деревни лежит прекрасное возвышенное пустсе место, имеющее форму полуострова, так как оно окружено с трех сторон двумя реками, соединяющимися в одну. На этом месте, помню, несколько лет тому назад росла старая, старая береза. Место около березы, а нередко и самую березу чуваши называют «утлас киремечĕ» — киреметь Утласа. По преданию чуваш, всем этим полуостровом владел когда-то богатый мужественный чувашин по именн Утлас. Находясь на высоком месте, откуда виднеется окрестность, и в то же время защищенном реками от нападения неприятелей, и владея домом с подземными кодами, ои умел всегда искусно и мужественно охранять себя и свое имущество от воров и разбойников и держать в страхе и покорности жителей нашей деревни. Утлас сам давным давно умер, но не умер его дух; он живет под березой, посаженной Утласом в своем саду. Дух его и теперь держит чуваш в страхе. Ни один чувашин не осмеливается выразить свою непочтительность к березе, где живет он, в противном случае дух Утласа наказывает его продолжительными телесными болезнями, для избавления от которых существует единственное средство — просить прощение в молении перед березою и зарыть в землю около нее медную монету, двухкопесчного или трехкопеечного достоинства. (Признаки жилища. Утласа до сего времени сохранились). «Киремети» имеют и другое происхождение. Место, где раньше совершали в продолжение столетий общественные моления высшим богам, нередко впоследствии были оставляемы, так как с течением времени условия жизни изменились, и чуваши, находя неудобным молиться на том месте, выбрали другое место для молений. Но уважение к прежнему месту молений сохраняется. Они и после изредка ходят туда молиться. Затем йомзи, затрудненные в обьяснении причины болезни чувашина, обращавшегося к ним за советом, говорили, что болезнь могла произойти лишь от неблагопристойного поведения его около известного места. Так постепенно чуваши приходили к убеждению, что на этом месте обитает злой бог, который и посылает нм болезни. Отсюда произошли новые «киремети» чуваш. Например, в нашей деревне, на берегу речки, есть место, куда собирались некогда для совершения общественных молений; оставлено было оно, по всей вероятности, когда поселились на противоположном берегу русские. Присутствие их мешало им молиться, так как те позволяли себе смеяться над их религиозными обрядами. Чуваши для молений выбрали другое место, а прежнее обратилось в «киреметь» (Авăр-кӳл киремечĕ). Сюда, в день совершения общественных млений, приходит старик, выбранный обществом, подметает небольшое место и, незаметно зарыв в землю медную монетку, отправляется домой. Этим выражается уважение к священному месту и память о молениях в старину своим высшим божествам. Чуваши чрезвычайно боятся киреметей и положительно разоряются на жертвоприношения им, особенно при продолжительной болезни. Дети еще с малолетства запугиваются «киреметью». Я помню, как нам было страшно проходить мимо «киремети»: мы опасались даже говорить между собою, чтобы как-нибудь не проронить оскорбительного для «киремети» слова. Как-то невольно слово застывало на языке. Никит. Киремет место — место, где приносят жертву киреметю. N. Ĕлĕк чăвашсем киремет патне укçа пăрахнă, халь нухрат пăрахаççĕ. Акă вăл мĕшĕн: халь киремет ашшĕ вилнĕ, теççĕ, аслă ывăлĕ уйăрлса тухнă, вăталăхĕ салтак(р)а, кĕçĕнан ухмах, теççĕ; çавăнпа ăна халĕ, укçа вырăнне нухратпа улталаççĕ. Собр. Умма татас вăхăт çитиччен, киремет патне умма татса еçсе пăрахсан, киремете аçа çапса çунтарса ярать, теççĕ. Çапла тусан та тармасан, сысна пуçĕ кайса чикеççĕ, тет те, вара тарать, теççĕ. N. Вăл мăн чӳк тенине киремет ăшăнче тумаççĕ, пĕр таса çерем çине тухса парне кӳреççĕ. Шурăм-п. Кунта ĕлĕк киремет пулнă, тет. N. Вăл киремет тени — йăри-тавра йăвăç; çав йăвăçсан йăри-тавра карта тытнă, çав карта ăшне пĕтĕм ватă çынсен (так!) пуçтарăнса кĕл-тăваççĕ. И. Тахтала. Киреметре ан вăрçăр, унта вăрçакан вилет. Никит. Çав киреметре час-часах çынсене киремет тытать. Начерт. 104. «Киремет» и «киреллĕ», место чувашского богослужения. Бгтр. † Пирĕн ял çине пăхсассăн, Шупашкарăн туйăнат, çак ял çине пăхсассăн, киреметĕн туйăнать. Панкми. Чĕке ту киремет, Мăн киремет, Çĕн киремет. Чăвашсем 13. Чăвашсем, килте пĕр-пĕр çын чирлесен, юмăç патне каяççĕ те, вăл вăсене мĕн-те-пулин каласа ярат. Е пĕр-пĕр ыр сăмах калат (киремете), ырă сăмах каласан вара часрах тума хăтленеççĕ. Хăш киремете, вăл юмăç мĕнпе чӳклеме калат: пăтăпа-и, хур-кăвакалпа-и. Пăтă юсманпа ак çапла тăваççĕ: пилĕк тиркĕлĕх юсман тăваççĕ те, унтан пăтă пĕçереççĕ; пиçсен вара, кайса хăш ырăсем каманине чӳклеççĕ. Пырсан, пăттине юсманне лартат та, асăнат: е пĕсмĕлле, тав тăватăп, пуççапатăп, çырлах, мана хĕнне асапне ан пар, тесе. Хамăр айванлăхне пуççапса каçарттарма килтĕм, çырлах, ан пăрах, тет. Çак сан таврашăнта ытлашши сăмах калаçнă пулин те, вылянă-кулнă пулин те. Çырлах, тунă кĕллĕме хапăл ил, эпĕ хуранлă пăттăмпа, тиркĕлĕ юсманăмпа асăнатăп, витĕнетĕп, мана (чит. ман) айван кĕллине хапăл ил, эпĕ хам айванлăхăмпа йăнăшрăм, çырлах, тунă чӳкĕм-кĕллĕм вырăнлă пултăр, тет. Вара виç хут ӳксе пуççапат та, тата укçа хурат вара, миçе пус та пулин. Ун пек киреметсем пирĕн çĕрте пилĕк тĕлте. Ак ăçта: пĕрремĕш — Шăхран тулĕнчи ырсем, вăл варман хĕрринче, çырмара, Киштек хирĕпе хамăр хир хушшинче; иккĕмĕш — Киштекри ырсем теççĕ, вăл çирма ялта, вăрман хĕрринче; виççĕмĕш киремет вăрмантан пăртак аяккарах, унта ĕлĕк пит шултăра вăрман пулнă, пит вăйлă вăрман пулнă, çĕмĕрт пит нумай пулнă; анчах вăл киремет пит хаярччĕ, тет, вăл; унта никам та пырса кĕреймесчĕ, тет; вăл вăрмана вара уделни вăхăтĕнче кирпĕç тума кастарнă, тет; ăна кастарма килекен старшина вара пĕр уйăхранах вилнĕ, тет. Тата пĕр Киштек вырăсĕ çав киремет тĕлĕнчен иртсе пынă чух, ун тĕлне çитсен, мăшкăлласа, ларса сыснă, тет те, хăй вара пĕр эрнеренех вилнĕ, тет; пит усалччĕ тет, çав киремет. Çавăнпа унтан халĕ те пит хăраççĕ. Халь анчах йывăç сахал юлнă ĕнтĕ: саккăр-и, тăххăр-и анчах юлнă ĕнтĕ. Тăваттăмĕш киремет — Тарăнварта, вăл Салмалав хирĕпе хамăр хир хушшинче. Пиллĕкмĕш киремет — Хула ăшĕнче, Ахтапана кайнă çĕрте, çӳлĕ çыран хĕрринче. Тата тепĕр киремет Кăнна урлă, Таяпа енче, тĕме çинче; унта пĕр хурăн ларат халĕ. Çак киреметсем пурте пĕр пек мар: хăшĕ ытларах та хаяр, хăшĕ аплах мар, тет. Тата хир-йĕнче, Раккассипе Елшел хушшинче, пĕр киремет пур, тет, çавна çитес хаяр киремет çук (такого злого киреметя, как он, нет), тет, вара. Ун тĕлĕнчен иртсе кайнă чух калаçма та юрамаст, тет, кулма та юрамаст, тет. Вăл киремет вырăнĕ çултан инçе мар, çултан çĕр хăлаç анчах, тĕме çинче, таврашĕнче йывăçсем ӳснĕ, çавăн енне çавăрăнса пăхма та юрамаст, тет. Пĕлтĕр пирĕн ялсем улатимир Аçтап(п)анĕ Миххайла праçникĕнче Раккассине йыхрава кайнă. Унта вăл ĕçкеленĕ, каç пулсан тин тухнă, хăй ӳсĕр пулнă; çав киремет тĕлне çитсен, аташнă вара, аташса çаврăнкаласа çӳресе шат супнă вара. Унтан çав киремет тĕми çине пырса кĕнĕ те, унтах лашине тăварса, çуни çумне кăкарса, выртнă вара. Вăл, çывăрсан, пит усал тĕлĕк курнă вара. Тухнă, тет, салтак çарри, пурте пăшалпа, тет, унтан кăна та шурă кĕпе-йĕм тăхăнтарса пăшал парса, салтакла вылятнă, тет. Унтан ирхине, тул çутăлсан, киле тавăрăннă вара; киле тавăрăнсан, мĕн пулнине пурне те каласа кăтартнă вара. Унтан вара хăй пĕр эрнеренех чирленĕ те, тăватă уйăх асапланса(н), вилчĕ вара. Нимскер туса та мая килмерĕ. Хăй виличченех пĕтĕмпе çĕрсе кайнă. Сред. Юм. Кашни киреметĕн хăйăн хуçи пôр, теççĕ. Çав хуçин çитĕнсе хĕр качча кайсан, çав хĕрĕн ô киремете хăйпе пĕрле илсе каяс пôлать, тет; хăйне илсе каймасан, киремет темле чирпе те чирлеттерет, тет, çав хĕре. Чирлесе аптрасан, хĕр вара киремете хăйпе пĕрле илсе каять, тет; ăна илсе каяс пôлсан, ак çапла тăваççĕ, тет: пĕчик пӳкçни (= пукане) тăваç, тет, тôтăр таткисĕнчен чӳркекелесе те: çак пӳкенипе пĕрле киремет пытăр, тесе, хăй качча кайнă яла илсе кайса, орам варрине пăрахса хăварать. Вара çав пӳкени пăрахса хăварнă çĕрте киремет полать, тет; он хуçи вара çав пӳкени илсе пыраканнисĕм полаççĕ, тет. Çапла вара пĕр киреметрен икĕ киремет полать, тет: пĕри çав ĕлĕк полнă çĕрте, тепри пӳкенипе илсе кайнă çĕрте. КАЯ. Хăшĕ-хăшĕ чӳк хыççĕн (после моленья) киле кайма лай(ă)х мар, тесе, киреметсене кайса, укçа парахса кĕл-тусан, тин тавăрнаççĕ. М. Васильев № 3, 4. Çав хорама котне кайса янă çынна чăвашсем киремет тее пуçланă, киремет хăй çих полман-мĕн, онăн çемьи те полнă. Собр. Пуринчен ытла чăвашсем киремете пуççапаççĕ, ăна вăсем хурăнсенче, ăвăссенче, çеремсем çинче, е хурамасенче, юмансенче пурнать, теççĕ. Пĕр пĕр çын халсăр выртсассăн, часрах: е арăмĕ, е амăшĕ, е аппăшĕ, юмăç карчăкĕ патне чупса каять. Вăл пырсассăн, вара юмăç карчăкĕ хăйĕн пĕр тӳмме пек юмăç пăхмаллине енчĕкĕнчен туртса кăларат те, тути патне еçсе, тута тавра çавăркаласа: çав киремет тытман-и? ку киремет тытман-и? тесе, тӳммине ярать те, çиппе сулкалама тытăнать. Тӳмми сулкалансан: çав киремет тытнă, теççĕ; тӳмми сулкаланмасан: урăх киремет тытнă, теççĕ, вара тата пăхма тытăнаççĕ. Çапла вара юмăç пăхтарма пыракана суйса яраççĕ. Юмăç пăхтарса килсессĕн, киремете пăтăпа, юсманпа чӳклеççĕ. Шăматкун пасара пĕр икĕ пăт ыраш е сĕлĕ нухрат илсе парса яраççĕ. Килте вăл вăхăтра тайăн сăра тăваççĕ. Тайăн сăра тусассăн, пасартан нухрат исе килеççĕ те, пăтăпала, юсманпала киремете чӳклеççĕ; чӳкленĕ чухне юсманне пĕртак чĕпĕтсе илеççĕ те, нухратпа пĕрле уя, ăçта киремет пур, çав вырăна, пăрахаççĕ. Вырсарникун çитсессĕн, ир ирех киремет сăрине, ĕстел çине çăкăр хурса, чӳклеççĕ те, пĕрне часавай патне турра çурта лартма яраççĕ. Часавай патне çитсе, кулач исе чӳклесен, пĕр татăк киремете: çытăр, тесе, пăрахаççĕ. Çав пăрахнă кулача пĕр-пĕр ула-курак е çăхан çисассăн, киремет çиленет, теççĕ. Кайран тата халсăр выртсассăн, тата тӳрлетеççĕ. Ib. Чăвашсем киремете туррăн шăллĕ (в ориг. «шăлĕ») теççĕ. Т. VI. 54. Тата ĕçленĕ чухне те: вăрçса те ятлаçса çӳретпĕр пулĕ, киреметсем, çырлахăр, тет, турамăшĕ! НАК. Сырлан киремечĕ, Хура-Кĕсрери киремет, Саланчăкри киремет, тăлăп ăшĕнчи киремет! Пурăр та çырлахăр, пиртен урăх ан ыйтăр; кама мĕн кирли аçăвăртан ыйтар (см. ,,сĕмĕле»), эпир ăна сирĕ(н) тӳпĕре те патăмăр (дали и на вашу долю). БАБ. Ахаль те пирĕн хирте киремет нуммай, мĕн пурĕ пилĕк киремет: Аслă киремет, Кĕçĕн киремет, Пулат киремечĕ, Явка ялĕ, пиллĕкĕмĕшĕ — çичĕ çырма пуçĕ. Ib. Вăл аннен ала тымарне тытрĕ те, калама пуçларĕ: а! сире тăшман киремет ячĕпе пăсса пĕтернĕ. Янш.-Норв. Йĕкĕр-чуллă, аçаллă-амаллă киремет! Карăш пурчĕ (чит. пурчĕ?) киремет, уй пуçĕ киремет, Алăк умĕ киремет, Кивĕ-çурчĕ киремет! пурăр та çырлахар, пиртен ытлашшине ан ыйтăр, мĕн кирлине аçăвăртан ыйтар, эпир ăна сирĕн валли те патăмăр. (Уй чук туни; молитва к киреметям). ЧС. Кăна, сирĕн ĕнене, киремет тытнă; пĕр кавакал памасăр çырлахас çук, тенĕ (сказала старуха-йомзя), N. Вăл туррине те, киреметне те ĕненмест. N. Киремет тытрĕ: алă-ура чист хутланса кĕчĕ (киремет прогневался и послал болезнь). Нюш-к. Вырăслайра пĕлтĕр пăру кĕтӳçне, пĕчик ачана, машшин курăннă, тет. Шуркут Ярмулли (ватă çын) уна илтсен: киремет вырăн шырать пуль, тет. Çавах мана кĕлел тавра иртнĕ çăвла ут кĕтӳ кĕтнĕ чух... (здесь пропуск). Халь киремет пĕр çынна та тытнине каламаççĕ çак, тесен ак çапла каларĕ: халĕ киремет йăвашланчĕ, ĕлĕк питĕ хаярччĕ; эпĕ унтан 2 сум вунă пус парса (пăрахса) аран хăтăлтăм, арăм чут вилсе каятьчĕ. М. Васильев. Киремет тесе, çынна тытса хутлакан турра (так!) каланă. Вăл пит усал пулнă; ăна, тул çăнăхĕнчен сар çупа çăрса, юсман туса панă. Шурăм-п. Атте мана шăппăн каларĕ: ку киремет мар, ку арçури; киремет вăл куçа курăнмаст (терĕ). N. Киремете парнене кӳрекен выльăхсем: хур, путек, така, вăкăр, тына тăваççĕ (приносят в жертву), урăх пĕр япала та тумаççĕ. Чхейп. Вара сымар выртакан çынĕ чĕрĕлсен: киреметсем çырла(х)хăрçĕ ĕнтĕ, тесе хĕпĕртенĕ; сымар çын çаплах чĕрĕлмесен, киреметсене тата ытларах тăрăшса тăва пуçланă. Татах сымар çын чĕрĕлмесен, каланă вара: çук, пирĕн киреметсене кам-та-пулсан пирĕн çиран (на нас) елеклерĕçĕ пуль, тенĕ, çавăнпа çырлахмаççĕ пире киреметсем, тенĕ. Курм. Киремете валли: пашалу, вĕтĕ йăва, пăтă пĕçерсе, турăшсене кутăн тăрса, алăк янаххисем çине, çтенасем çине, йĕркипе, çуртасем çутса, чăркуçланса ларса, пуçĕсене чиксе, темĕскер пăшăлтатса кĕл-тăватчĕç. Ib. Пирĕн аттесем киреметсене салат, хăмла, çпичкă, тата укçа пăрахатчĕç: на сана, киремет, сăра туса, ĕç-çи, савăн; малашне пире ан тив, тетчĕç. Байг. Тата манăн аттепе анне тĕрĕс чăн тĕнпе пурăннă: тĕрлĕрен киремете, хĕрт-сурта чӳк туман, тата юмăç патне те ăс ыйтма çӳремен. Ст. Чек. Киремет вăл аван улталанă, шур сухаллă старик пулса, çынсене курăнса вăл каланă: эсĕр мана çапла-çапла асăнсассăн, хĕн-хур ямăп, тенĕ; чир-чĕр ямăп, тенĕ, выльăх-чĕрлĕх-хĕре айăп тумăп, тенĕ; асăнмасан, хур туса пĕтерĕп, тенĕ. Иванова. Пирĕн ялти тĕне кĕмен чăвашсем: питĕ усал киремет, тесе, çаксене шутлаççĕ: Хăмăл ятлă киремете, çиçтĕпе, тата ял вĕçĕнчи пĕр пысăк хыра. Сюгал-Яуш. Ĕлĕк киремечĕ хут пĕлнĕ. Хут пĕлнĕ те, ăна нимĕнпе те улталайман, укçах (так!) парсах пынă. Вăл аччи-пăччисене (так!) хут вĕрентмен. Çавăн пирки, хĕç тимĕртен касса, тенкĕ пек туса пăрахсах улталаççĕ. Шинар-б. Пирĕн хамăр патра пĕр çыран хĕринче пĕр çӳлĕ ту пур, унта пурте: киремет пур, тесе, пуççапнă, укçасем пăрахнă. Халĕ ĕнтĕ пирĕн вăл киремет сăрчĕсене сухаласа пĕтерчĕç. Ăна пурте сухапама хăранă. Виçе кассинче пĕр Иван Гаврилыч ятлă çын пулнă, вăл вара çав киремет сăрчĕсене, йӳнĕ хакпа илсе, акса пурăннă. Çапла вара пирĕн патра киреметсене пĕтернĕ. Собр. Киремете вĕсем турăран те аслă, теççĕ. Чирлесен, ăна: е хур, е кăвакал памалла, теççĕ; хур та, кăвакал та памасан, вăл вилет, теççĕ, мĕшĕн тесен ăна киремет: нуммай вăхăт иртернĕ, тесе, вĕлерет, теççĕ. Юрк. † Çӳлĕ ту çинчи киремет, начарланнă шеремет; шурă такапа чӳк тусан, самайланнă киремет. Çĕнĕ ялсенĕн хĕрĕсем начарланнă шеремет, Кивĕ-ялăн каччисем, чуп-тусан, самайланнă шеремет. КАЯ. Çавăрăнсан-çавăрăнсан (хлеб при гадании), хай мăн килемей аннене укçа çине кăтартса каларĕ: пăх, кин, пăх, тулĕк сан куçа те курнать тем, укçа çине пĕр пĕчĕк улпут сиксе тухрĕ. Вăл улпут Сурăм киремеч ывăлĕ. Унăн çăварĕ кĕмĕл, чĕлхи ылттăн, кĕçĕн чĕлхи (uvula) пăхăр; вăл икĕ чĕлхе ак мĕн калать: Апрам таврашĕ (пирĕн йăх ячĕ) ĕлĕк ман асаттене, вырăсла пулнă чух, пĕр тиха паман, халь çавăншăн ачине урнă йăтă туллаттартăм, ун ачи урса вилĕ!.. НТЧ. Хĕрлĕ çыр киреметĕнчен... N. Кайри (киремет?). N. Киремет пӳрчĕн никĕсĕ. См. Шĕнер киремечĕ, Рекеев III, 5, Магн. М. 121. || Приносимое в жертву киремети. Макка 53. Пирĕн ял патĕнчех хурăн çул пур, çав хурăн çул çинче киремет прахаççĕ. || Бранное обзывание. Ст. Чек. Ку киремет ста карĕ? Куда это он поехал? || Назв. местностей. НАК. Пĕрре кайăк хыççăн Хура Кĕсрери киреметре çӳренĕ чух, кӳлĕре пĕр кăвакал куртăм. Елаур. Киремет. Вăл Маликасси хыçĕнче, çӳлĕ ту айĕнче. Ĕлĕк унта киремете чӳк тунă. Унта малтан сĕм-тĕттĕм вăрман пулнă. Бел. Гора, Ст. Ганьк. Киремет, назв. урочища. Янших. Б. Пирĕн ял укăлчи тулашĕнче виçĕ хырă йывăççи пур. Çав хырăсем патĕнче ĕлĕк суя тĕнлĕ çынсем ку киремете пуççапнă, çавăнпа вăл вырăна Киремет, тенĕ. || Назв. оврага (тип çырма) около д. Дуваневой, б. Буинск. у. («унта ĕлĕк учук тăваччĕç»). || Назв. горы около д. В. Байгуловой, Козлов. р. Эпитеты «выртакан», «выртан», встречающиеся в названиях духов, повидимому, также свидетельствуют о том, что культ киреметей возник у чуваш из почитания умерших, слившегося впоследствии с культом мусульманских святых, на что указывают и сл. киремет, мăчавăр, мамале. См. Оп. иссл. чув. синт. II, 270.

ку темĕн

столько времени, так долго? Сред. Юм. Ку темĕн çавăнта лармĕ ĕнтĕ, мĕн те пулса урăх ĕç пур пуль.

куйкăрăш

(куjы̆ры̆ш), сказочная птичка, обогащаюшая человека. Хурамал. Куйкăрăш пек тултать (о воре: не попадается) Ib. Куйкăрăш илешрĕ пулĕ кунта, çав тултать пулĕ (когда все в доме пропадает). Н. Седяк. «Куйкăрăш, алпастă — бес». СПВВ. ИА. «Куйкăрăш пăрахса кайрĕ те, ырă пурăнăç хĕсĕнчĕ». — Чăвашсем телейлĕ килте çынна пуйтаракан кайăк пур, теççĕ. Вăлсем çав кайăка куйкăраш, теççĕ. Чăвашсем 17. Çынна пуйтараканни куйкăрăш пулат, тет, анчах вăл пит сайра çĕрте пулат, тет. Чыслă, йăваш, тирпейлĕ, вăрçăсăр килте анчах пулат, тет. Кăшт мăкăр-макăр тăвакан килте пурăнмаст, тет, вара вăл. Куйкăрăш вăл хăй пит пĕчĕкçĕ вĕçен кайăк, тет; вăл чипер тирпейлĕ килте пулсан, пит пултарат, тет, вара. Вăл япала тултат, тет: укçа килчĕ — укçа, мĕн килчĕ ăна тултат, тет. Вăл хăй пĕчĕкçĕ пулин те, выйлă, тет, пит. Вăл куйкăрăш пырса ернĕ кил пит чиксĕр пуйса каят, тет, вара. Анчах вăл вăрçа пĕрте юратмаст, тет. Вăл пупленĕ чут ытлашши сăмах калаçма та юратмаст, тет. Ăнсăртран мĕнпе те пулин кашт шăкăр-макăр калаçа пуçласанах, вăл вара хăй пуйтарнисене каялла тулта пуçласан, вара пĕр япала та хăвармаст, тет. Вăл киле вара пĕтĕмпе тĕп тăват, тет; ĕлĕххинчен те усал, тет, вара. Ăна, пуйса çитсен, маларах сисме кирлĕ, тет; маларах сиссен, хăйне пĕрте систермесĕр, тытса пусма кирлĕ, тет. Мехер пусас тесе шухăшланине те пĕлет, тет, вăл. Вăл куйкăрăш пĕчикçĕ çерçи пек анчах, тет. Шурăлă-хĕрлĕ чăпар, тет. Вăл куйкăраш автан çăмартинчен пулат, тет. Автан çичĕ çула çитсен, çăмарта тăват, тет, виçĕ çăмарта анчах. Вăл çăмартасене чăхă айне хурса кăларсан вара, пĕр çăмартинчен йытă, тĕпринчен çĕлен, тепринчен куйкăрăш пулат, тет. Чиерех çынсем çавна ӳстерсе тăваççĕ, тет. Ăна вара апат вир пăтти анчак кирлĕ, тет, урăх япала нимĕн те çимест, тет, вăл. Слакбаш. Куйкăрăш — «ду , привязывающийся к обоим полам». || Змея из яйца птицы?). Тюрл. || СПВВ. Т. Куйкăрăш лăпкă çын тенни (= тени) пулат.

кук

(кук), восклицание, приглашающее на помочь или на обед в поле. Никит. Миките пичче ниме тăват, килĕр нимене!.. Килĕр! Нимене кук! МПП. Апата кук! (Так говорят, когда надо обедать в поле, хотя бы других и не было, даже наедине. Кук — покровитель полей?). Орау. 'Кук нимене хух'. Ниме пуçĕ тыр ниминче анчах пулать. Килтен уя ниме халăхпе тыр вырма тухса кайнă чухне те, ана çинче те, кăнтăрла çитеччен: кук нимене хух! тесе, кăшкăрса, нимене чĕнет. Вырмасăр ахаль тăраканьсене ĕрлет, кăнтăрла апат çима лăрма каллах: эй ниме халăх, апата килĕр! тесе кăçкăрать. Кăнтăрла иртсен вара урăх нимене кăçкăрмаçть, вырмă ӳркенекеннисене анчах хытăрах вырма ĕрлесе çӳрет. Хутран-ситрен черечĕпе сăра ĕçтерсе çавăрнать. Каç, киле тавăрнсан, ниме çыннисене апат çима, сăра ĕçме килме çурт тăрне хăпарса кăçкăрать. Ib. Ниме пуçĕ: кук нимене хух! тесе, уйра тыр вырнă чухне тыр вырма килме чĕнет, тата апла кăçкăрни ниме хăш тĕлте вырнине пĕлтерет, нимене пыракан çав саспа ниме халăхне час тупать (В одной тетрадке записано: «Кричат на ухо: кук, çорхи старик çорхи карчăк салам паракан»). Панклеи. Кук тăвас, тесе, пор ача тытса, холхаран: ку-у-ук! тесе кăçкăрнине калаççĕ (в игре чикалта, лăм вутилла). Елмен. Апата кук! (Так кричат в поле, во всякое время, уйра çинĕ чухне). Разг. С. Мих. 21. Кук, кук! крик, которым созывают на помочь во время жнитва. || Приговорка к слову «кукамай». Сред. Юм. Кук-кук кукамай, кукĕл туса памасăн, кăпăр-капăр сакайне. (Песня маленьких детей).

кули

коли (кул’и, кол’и), коли, когда (в см. неужели). N. Урăх çĕртекул. Çук. В других местах коли нет (т е. конечно есть). Чуратч. Ц. Старик ачан ашшĕне калать, тет: тольккă ачуна паллайрăн и каялла илнĕ чух? — Коли илеймĕп хам ачана! терĕ, тет, ашшĕ. Альш. † Чун савнипе вылясан, кули чунă савăнмас. Сятра. † Шу хĕрне пырсассăн, коли ора йĕпенмĕ! Кореньков. † Кĕпе çума кайсассăн, коли ора йĕпенмĕ; чон савнине корсассăн, коли чонăм савăнмĕ! N. Ватă çынсем çамрăксене ăс пани кули лайăх мар (конечно, хорошо).

кура-тăркач

видя. См. Оп. иссл. чув. синт. II, 13 сл. Этем йăх. йеп. пуç. кай. 13. Анчах чылай ăслăлăхçăсем кура-тăркач вилекен этеме; ĕмĕр-ĕмĕрех пурăнать, тенипе килĕшмен, вĕсем: çын нӳрлĕ тăпраран е шывран пулнă, тенине маларах хунă. N. Эпир те çав тĕрлĕ аван йăлана кура-тăркачах урăх йăлана тытса пурăнмастпăр, тенĕ. N. Эсир, кура-тăркачах, кайран та пулин ăна ĕненсе ӳкĕнмерĕр.

ăлав

(ы̆лав, ŏлав), подвода. Сохрон-й. Шибач. Ăлав (ŏлав), подвода. Чăв. й. пур. 18°. Унта эпир ăна урăх ăлавна та ярăпăр, тенĕ. Сказали (они), что отправят его туда и на другой подводе. Ib. Ăлав кӳл. Запрягай подводу. || Гужевая повинность. Чăв. еп. пур. 18°. Тата пĕр вăхăтра хĕлле Пайтукана ăлав ерки тивнĕ, Чĕмпĕр ăлавĕ; ун чухне ăлав тивнĕ çын пĕр эрнене яхăн кĕтсех тăмалла пулнă. В одно время Пайдугану пришла очередь ехать по гужевой повинности в Симбирск; тогда всякий выполняющий повинность должен был дожидаться (быть на чеку) в течение целой недели. Н. Карм. Ăлава кайрăм. || Воз (орудие перевозки: сани или телега). N. Илсе тухсан, юпана ăлав çине хураççĕ. После того, как вынесут столб, его кладут на воз. || Воз (количество клади, умещающееся на телеге или на санях). Ч.П. Ăлавĕсем йывăр. Воза тяжелые. Юрк. Вăсем патне çав арманах пĕр чăваш, авăртма, тесе, пĕр ăлав ыраш тиесе пырат. К ним, на ту же мельницу, один чувашин привозит молоть воз ржи.

ăраç

(ы̆рас'), разве. Альш. Пăру ăраç çынна çиет? тесе калать, тет. || Разве только. БАБ. Эпĕ ун чухне хай çамрăк пулнă та, çав юмăçсем мана чĕртесшĕн мĕн-мĕн тунине астумастăп. Çырсан та, ăраç халĕ аннесем çав юмăçсем епле вĕрни çинчен калаçаççĕ, çавсем каланисенчен астукаласа çырсан анчах. В то время я был маленьким и поэтому не помню, какими способами хотели вылечить меня знахари (юмăçсем). И теперь родители говорят о наговорах (которыми пользовались знахари), ― разве написать по памяти с их слов? СТИК. Ăраç çавăнта кайнă пусанкăна; урăх çĕре ăçта кайтăр! Только туда мог он пойти, а в другое место ― не думаю. Сред. Юм. Пирĕн патра килмен ĕнтĕ ȏ, ăраç кӳрĕше-мĕне, ытти çĕре, кайнă поль [разве (может быть) ушел к соседям или в другое место].

ăрăмла

совершать (суеверные) обряды. Ч.С. Вĕсенĕн ку тĕлĕшрен (относительно ака пăтти) тата урăх йăласем те пур та, эпĕ вĕсене пĕлейместĕп. Пирĕн кил-йышсем ытлашши ăрăмлама юратмаççĕ. Чăвашсем. Ку ятсем пурте ăрăмласа хунисем. Все эти имена даны с суеверной целью. Хурамал. Çын чӳк тунине курсан е пĕрер япала эмелленине (обряд) курсан: мĕн ăрăмлан? теççĕ. || Сделать, устроить. Ст. Чек. Çакна ăрăмлас-ха (= тăвас-ха).

ăс

(ŏс, ы̆с), ум, разум; ум-разум, рассудок. N. Акă пирĕн хушшăмăрта тĕслĕрен халăх пур, тĕрлĕ ăс пур, тĕрлĕ чĕлхе пур. Вот среди нас есть разный народ, разный ум, разный язык. Собр. Ăс çук та, ĕç пулсассăн ― ĕç çук, теççĕ. (Послов.). Нет ума, поэтому нет и дела. IЬ. Çук ĕнтĕ, урăх эрех пулмас, ăна ăс вĕрентекен пур (его кто-то учит уму-разуму). Альш. Эсĕ ăсран тухнă ахăр, тенĕ. Должно быть, ты сошел с ума. СТИК. Ăс çитеймес çав. Не хватает ума. (Говорят человеку, не сумевшему сделать что-нибудь руками). Изамб. Т. Сана та ăс кĕмерĕ иккен. Авланнă пулсан, пĕр-ик ача ашшĕ пулнă пулăттăн. Не набрался, оказывается, и ты ума. Если бы ты был женат, то ты был бы отцом двух-трех детей. Собр. 343. † Пирĕн пек çамрăк ачасем пурăнакиле ăс илет. Ала 96. Ку ачана кăшт ăс кĕре пуçланă: мĕлле пурăнас ку хĕле? тет. Этот парень начал приходить в ум: как, говорит, провести эту зиму? Орау. Нимĕч вăл ăспа пурнакан çын, ал-хапăлтах мĕн курнă, ун хыççăн каймаçть. Немцы — люди рассудка, и ничем не увлекаются. Кильд. Хайхи вара ăс вĕренте пуçларĕ, тет (начал учить уму-разуму). Б. 13. Ялан ăспа çӳресен, ялти ватă ятламасть. Если постоянно ходить с умом, то деревенские старики не будут бранить. С. Тимоф. † Çĕнĕрен килнĕ çын, тесе, çунан вута ан чикĕр: ман ăс кĕске, чăтас çук. Из-за того, что я новый человек, не толкайте меня в пылающий огонь: у меня ум короток, я не вытерплю. (Слова молодушки). Полтава 11. Ăсран тухнă ват этем. Старый человек, выживший из ума. Кратк. расск. Иосиф тĕрмере, хĕн пурăнăçра, шăп ӳссе çитĕнсе, пысăк çын ăсĕ кĕричченех ларнă. Ч.С. Санăн ăсу ватăлнăçĕмĕн пĕтсе пырать-мĕн, терĕç. Они сказали: «Ты, чем старше, тем глупее». Юрк. Ăсĕ пур чух, еще будучи в здравом уме и твердой памяти. Юрк. Шухăшласан, ăсăм çитми пулчĕ. (От долгой думы) в голове не хватает способности мыслить. Псалт. 30,23. Эпĕ ăсăм кайнă вăхăтра каларăм. IЬ. Лаша пек, ашак пек ан пулăр, вĕсен ăсĕсем çук. N. Нумай вĕренни ăсран ярать сана. Долгое учение сводит тебя с ума (лишает разума). А. П. Прокоп. † Ăсăмăр ухмах. У нас глупый разум. Юрк. Эсир мĕшĕн апла çырса янине, пăртак ăсĕ пулсан, хăех пĕлĕ, теççĕ, кулса. «Если есть у него немного сообразительности, то он сам поймет, почему вы так написали», говорят они, смеясь. Якейк. Воник салтакăн пĕр качакан чохлĕ ăс çок, теççĕ. У двенадцати солдат, говорят, нет ума столько, сколько у одного козла. Юрк. Калаçса ларнă ушкăнта пĕр чăваш пит ăспа калаçса ларнă. Вăл çапла пит ăспа калаçнинчен итлесе лараканнисем, ыттисем, пĕтĕмпе тĕлĕнсе тăнă. Среди беседующего общества один чувашин разговаривал очень умно. Слушатели изумлялись его умным речам. Богдашк. † Икĕ савнă тусăм пур, пĕрин ăсĕ кĕскерех; пĕри кайсан, тепри пур. Есть у меня два милых друга, но у одного из них ум коротковат. Если один уйдет, то останется другой. Псалт. 48,4. Чĕремпе шухăшласа пĕлни ăса вĕрентĕ. Юрк. Ача-пăча ăсĕ. Сред. Юм. Ăсне ĕçет, ум пропивает. IЬ. Ĕçесси ĕçтĕрчĕ хоть те, ăсне ан ĕçтĕрчĕ. Пусть бы пил, но только бы ума не пропивал. N. Ку çынсем йăлтах ăсран кайнă, нимĕн пĕлмеççĕ. Эти люди совсем сошли с ума, ничего не понимают. Урож. год. Çамрăк чух ăс салатман (не расточал попусту), укçа шăва пăрахман. А. П. Прокоп. † Çинçе-кăна пӳлĕ хура куççăм, пурăна-пĕр-киле ăс илет (приобретает). Кĕвĕсем. 79. Паянхи кунтан ăсăм пĕтрĕ (я лишился рассудка) такçан тăвансене курнипе. Чăв. й. пур. 9. Лайăх ăслă, кăмăллă çын. Очень умный, симпатичный человек. || Мысль. Изванк. Çул çинче каялла çавăрăнса пăхсан, тепĕр ăс кĕрет, теççĕ. (Послов.). Ст. Чек. Ăс пăттăранат, мысли перепутались. IЬ. Хуйхă пусан, аптăранипе ăс пăттăранат. IЬ. Ăс пăттраннă вăхăтра пуç анкă-минкĕ пулат, ыратат. IЬ. Ăс пăттăранма ури çине ĕне пусман (еще молод для того, чтобы слишком задумываться). || Направление ума, убеждение. Жит. св. Январь. Арий, пит ăслăскер, шуйттан пулăшнипе пĕтĕм халăха, улпутсене те, патшасене те, архиерейсене те, хăй ăсне ерте пуçланă. Лашман. Ырă кинçĕм (çавă пур) ялан пĕр ăс çинче пурнинччĕ. (Свад. песня). Сред. Юм. † Çичĕ ют килне каймасăр çичĕ ют ăсне тытас мар. Пока я не вошла в чужую семью, я не буду жить чужим умом. Чăв.-к. † Çичĕ ют килне çитмесĕр, çичĕ ют ăсне тытас мар. Пока я не вошла в чужой дом, я не намерена поддаваться чужому влиянию. ЧП. Нумай йĕрĕп ĕмĕр тăрăшшĕне ирттерме, ăсшăн тăрăшма пиллесем. Много еще поплачу я в течение своей жизни, благослови меня на приобретение должного направления ума. Хыпар № 16, 1906. Эсир хăвăр, хытă тăрсан, турă панă ăса тытса, кĕнеке вĕренме ан ӳркенĕр. || Совет. Чăв. й. пур. 12. Эпĕ сан патна ăс ыйтма килтĕм, тенĕ. Я к тебе пришел за советом. IЬ. Леш сутма пынă çынсене тунма (отпереться) ăс вĕрентнĕ (научил). Альш. Унтан вара Ванькканăн арăмĕ монастыре ăс шырама кайнă. Н. Шинкус. Кам та кам çав старикрен ăс ыйтса килĕ, çав тăшман тин çак киле çĕнтерĕ. До тех пор, пока не сходит кто-нибудь к тому старику за советом, тот враг не одолеет этого дома. || Мнение. Ходите во свете. Пĕр ăс тытса. БАБ. Выртасчĕ, те çывăрасчĕ ĕнтĕ, пирĕн ăспа. По нашему мнению, следовало бы им лечь да уснуть. || Сознание. Сред. Юм. Ăс пăрахсах ĕçмес ȏ. Он не пьет до беспамятства. Лашмаш. Тусçăм, эпир иккĕн (sic!) эпир уйăрăлсан, асăнăн-ха ăсă пĕтиччен (до того, что сойдешь с ума). Ала 61°. † Кунтан, тăвансем, эпĕ уйрăлсассăн, асăнăр-ха ăсăрсем пĕтиччен. Б. Сунч. † Эпĕ, тăван, кунтан уйăрăлсан, асăнăр-ха ăсăрсам пĕтиччен. || Повадка. Чăв. й. пур. 10. Эй, Яхвар! çак сирĕн ăсра энĕ пĕртте юратмастăп, çул хура, тиенĕ ăлавна йывăртарах, ху çапах лашана хĕнетĕн. Эх, Яхвар! не люблю я этой вашей повадки! Дорога бесснежная, клади положил много, а сам все-таки бьешь лошадь. || Нрав, характер. Ала 8. Унăн ăсĕ те пит аван, лăпкă ăс пулнă. Он был очень хорошего, тихого нрава. Посл. 101,20. Ăсăртан — çулланă (в летах) çынсем пек пулăр. Ала 90. Анчах вăл ачасем иккĕшĕ икĕ ăслă пулнă (различного характера). || Прием, способ. Ала 13°. Халь ĕнтĕ ку ăспала (зная такой прием) аптрамăп-ха, тенĕ. IЬ. 20°. Ăс шыра пуçланă. Начал искать способа. IЬ. 21°. Пире нимĕн те кирлĕ мар, эсĕ пире ăс тупса парăн-ши? Нам ничего не нужно: не укажешь-ли ты нам способа (выхода)?

ăсат

(ŏзат, ы̆зат), провожать, проводить. СПВВ. Х. Ăсатас, усатас. К.-Кушки. Мана ăсатма исе каятни? 1) Возьмешь ли меня с собой провожать (кого-нибудь). 2) Возьмешь ли меня в провожатые? Юрк. Вăсене ăсатсан, земск. н. кăсем патне пырать. Проводив их, земский начальник приходит к этим. Ала 69°. † Курки чăпар, пылĕ хăла, мĕшĕн ĕçейместĕр, хăнисем? Сирĕн ĕçĕрсе (чит. ĕçессĕре) камсем пĕлмес? Йăпататăр тутлă чĕлхĕрпе, ăсататăр хăла пылăрпа. Бюрг. † Ăсатассăр пулсассăн, ăсатăр улма пахчи патне çитиччен. Если хотите провожать, то проводите до яблонового сада. Бюрганский. Часрах ăсатса ярăр! Поскорее (вы) проводите их! Сала. 26. Хĕверисем: капла кăна нимĕн те тăвас çук, тесе, кăна пĕр пăлан тирĕ укçа парса ярса, килне ăсатса ярашшăн пулнă. КС. Пирĕн лашасене çавăн ывăлĕ ăсатса янă, тет (указал ворам все ходы, и те украли). Орау. Йĕрне (жгут в игре), шыраканни йĕр патнелле пыра пуçласан, йĕрне урăх çĕрелле ăсатаççĕ (тихонько спроваживают).

ăçта кайма

куда к шуту? На кой ляд? Хыпар № 3, 1906. Аçта кайма, çăкăр пĕтерме-и! пиртен пуçне кӳртме урăх çын çук-и-мĕн!

ăш-чик

внутренности (животного, человека). П.П.Т. Чӳк валли пуснă выльăхсенĕн ăш-чиккисене çума çăла анса пĕвеççĕ. Для мытья внутренностей жертвенных животных устраивают запруду у родника. Изамб. Т. Унăн (ее) чечекĕсене вĕретсе ĕçсен, çынна тарлаттарат, ăш-чикке лăплантарат. Если выпить настой ее цветов, то человек потеет и успокаивается боль внутри. О сохр. здор. Ăш-чик пит сывах мар çынсен мăйăра та, урăх çулă япаласене те пĕртте çиес пулмасть. Тем, у кого не совсем здорова внутренность, вовсе не следует есть орехов и других жирных вещей. N. Ăшăм-чиккĕм хăраса тухсах ӳкет. От страха у меня (чуть не) вылезают кишки. || Внутренность вещей (напр., дома). Торп-к. Хум пуçин пӳрт ăш-чикки тумала пулнă, тет (нужно было отделать внутренность дома). || Чувство. Псалт. 15,7. Ун çинчен мана ăшăм-чиккĕм те каç пуличченех систерчĕ. Внутреннее чувство дало мне знать о том еще до наступления ночи. Альш. Çуралнă çĕр-шыв асма килет, манăн ăшăм-чиккĕм хусканат. Вспоминается родина, и в моей душе возникает тревога (чувство беспокойства). Чураль-к. Хĕр ăш-чикки çав ачашăн çавăрăнтăр. Пусть сердце девушки повернется к этому юноше. (Из наговора; см. çавăрăн). Ib. Чун савнине курмасассăн, ăш-чик вăр-вăр çавăрнать. Если не увижусь с милым, то у меня неспокойно на душе (сердце болит).

ĕмĕрте те

во век (не...), никогда (не...). Конст. чăв. Эпĕ вăсене урăх ĕмĕрте те килсе курас çук. Я к ним уже во век не приеду повидаться. Икково. Эсĕр она ĕмĕрте те корас çок. IЬ. Вăл она ĕмĕрте те корас çок.

ĕç

(э̆с'), дело, работа, занятие. Регули 1202. Ĕç пырать халь. Ĕç тăрать. Дело пока идет. Работа стоит. Изамб. Т. Утă ĕçĕ чилая пырат. Работы по сенокосу надолго хватит. Хыпар № 33, 1906. Кирлĕ ĕç туман, ĕç туни ятне анчах туса пурăннă. Нужного дела не делал, только делал вид, что работает. Чăв. й. пур. 35°. Вăл ялан: епле пуяшши? (= пуяс-ши) тесе, шухăшласа çӳренĕ, хăй ĕçе пит харсăрах пулман. Он постоянно ходил с мыслью о том, как бы разбогатеть, а к работе был не особенно старателен. IЬ. Япала парса та, укçа парса та, ĕç патĕнче те нумай пулăшнă. Много помогали: и вещами, и деньгами, и при работе. Т. Григорьева. Ĕç вилсен те виç куна пырать, теççĕ. Говорят, что работы и после смерти на три дня хватит. (Послов.). Тайба. Ĕç вилсен те виçĕ куна çитет, теççĕ. (Поговорка). Б. Илгыши. † Сар акине ма ятлас? ― сарай хыçне тухать те, сап-сар кукăль çитарать. Кам савать, вăл çиять, пире çима мĕн ĕç пур? Юрк. Урăх ĕç çук, ĕçес-çиес ĕç анчах юлчĕ, тет писсăрĕ. Больше дел нет, осталось только (одно дело) пить и есть, говорит писарь. Курм. Ĕçе ан тăрат. Не тормози работу. Регули 844. Ĕçĕ пор та, ĕçлеме ӳркенетĕп. Хотя и есть дело, но работать не хочется (лень). Ильм. Ура ĕçне те алă ĕçне те аван тăвать. Всякую работу исполняет хорошо. О сохр. здор. Ĕç патне те каяймаççĕ (больные). Пазух. Чакă туйĕ, ай, куртăр-и? Алăри ĕçре пăрахса чупрăр-и? Ист. церк. Пĕтĕм хăйĕн пурăнăçне хăй юратнă ĕçе панă. Всю жизнь отдал любимой работе. Регули 382. Вăл вăрманта. Эп конта. Вăл ĕçре. Вăл пĕччен. Жит. св. Апрель. Вăрă ĕçне тытса пурăнма пăрахăр ĕнтĕ эсир. Бес. чув. 15. Унăн мĕн ĕçĕ пур? — пĕр вулас ĕçĕ-кăна, тек темĕн-те-пĕр кирлĕ-кирлĕ мар шухăшласа кăларать. У него какое дело есть? — только и дело, что читать; не знаю что выдумывает. Альш. † Çакă ĕçе тăвакан, хĕрсен ĕçĕ мар-ши çав? Делать это дело, не девичье ли дело? Чет. пути. Ĕçĕ ĕç пулать, шăйрăк юлмасть, курăк тухмасть. Дело идет правильно; не остается огрехов, не растет сорной травы. Яжутк. Йăван, манăн ĕçĕ, санăн хуйхи; вырт, çывăр, тесе каларĕ, тет (работа моя — забота твоя; ложись и спи). Козм. Ĕçрен канлĕ пулсассăн, пирĕн ялăн хĕрĕсем пĕрнепеле вăрмана йăкăртатса утаççĕ. Хыпар № 44, 1906. Укçа анчах туртса тăнă, ĕçне пиртен ыйтмасăр тунă. Орау. Ĕç пулса çиттĕрĕ, куланай анчах парас пулать. Дело в шляпе, только (осталось) уплатить подати. Альш. Ĕçе çемçе, слабосильный. Полевые работы. Байгул. † Пирĕн атте ухмаххи ― ĕçе çитсен, хĕр парать. Глупость нашего отца (видна из того), что он выдает дочь перед полевыми работами. N. † Ĕç пĕлмен хĕрсене ĕç умĕнчен параççĕ. Девиц, не умеющих работать, выдают замуж перед полевыми работами. Сред. Юм. Тыр вырма кайман çынна: ĕç патне тохмас, теççĕ. Кто не ходит жать, про того говорят, что он не выходит на (полевые) работы. Ч. С. Пирĕн ялсем, ĕçе тухсан, яланах ернекуна хисеплеççĕ. Во время полевой работы наши деревенские всегда почитают (праздничным днем) пятницу. N. Анкарти хыçсене лартса тултарсан, ĕçе тухаччен, канса тăраççĕ. Закончив посадку в огородах, до начала полевых работ, отдыхают (крестьяне). Услуга. Юрк. Вĕсем сана ĕç туса парас çук. Они не сделают тебе услуги. || Связь (с чем-либо), причастность (к чему-либо). Альш. Сан мĕн ĕçĕ пур унта? Какое тебе тут дело? N. Качака каланă: ăна çиме мĕн ĕçĕм пур. Коза сказала: «На что мне есть это?» Регули 44. Онăн онта каймалли ĕç çок. Ему незачем туда идти. Якейк. † Çĕрпӳ хуçи çĕр хуçа; çĕр хуçапа мĕн ĕç пор, пирĕн ати хăй хуçа. Цивильских купцов сто человек; какое нам дело до ста купцов, наш отец — сам купец. Н. Сунар. Вăл çиме каласан, çи, унта вара ман ĕç мар, кирек те мĕн ту, тенĕ. Если он велит есть, ешь; а потом уж не мое дело, что хочешь, то и делай. Е. Санăн пирĕн çумра мĕн ĕç пур? Какое тебе до нас дело? N. Сана мĕн ĕç! Какое тебе дело? С. Сан мĕн ĕç пор? Какое тебе дело? У. Унăн айăпĕ çумĕнче сирĕн ĕçĕр çук. Вам нет дела до его вины. || Якейк. Онăн ĕçĕ пĕтнĕ (= вилес патне çитнĕ). || Причина, стать. Юрк. Сире мĕн ĕçпе эрех ĕçтермелле? С какой стати поить вас вином? || Ремесло. К.-Кушки. Вăл ĕçе вĕреннĕ çын, ун алли пур çĕре те пырат. Он — человек обученный ремеслу, его руки могут делать все. || Поступок. || Иногда не переводится. О сохр. здор. Анчах ку ĕç чăнах та çаплах-ши? Но так ли это в действительности?

ĕшен

(э̆жэн'), утомляться, намаяться. Сёт-к. Паян чилай ĕшентĕмĕр. Сегодня мы порядочно утомились. Изамб. Т. Лаша ĕшенчĕ. Лошадь устала (менее сильное выражение, чем ывăнчĕ). То же выраж. в Сред. Юм. Лашана хăвăртрах ȏттартăм та, паян — те ĕшенчĕ, тем — апат та çимес. Ст. Яха-к. Ахаль лайăх ярăннă ачасем те пĕтĕмпех ĕшенсе килеççĕ. Даже те ребята, которые катались хорошо, возвращаются совершенно утомленными. Шибач. Ĕшентĕм = унса кайрăм. Хорачка. Паян ĕшентĕм, йăлăнтăм. Н. Карм. Лаша пит ĕшенчĕ. СПВВ. ПВ. Пит трук чупсан, лаша ĕшенет. Если лошадь все время бежит рысью или вскачь, то она утомляется. || Тощать, плошать. Ст. Чек. Ĕшенет = начарланат (лаша). . Лаша извусра (извусра) ĕшенчĕ. Тимер. Вăл е çĕр ĕшеннĕрен, е вăхăтра çумăр пулманран, е урăх йĕркерен (причины) пулнă.

япала

(jабала), вещь; предмет; дело. Чтен. по пчел. №. 17. Ăвăс ытти япаласем тунă çĕре те каять, тата япала кĕлеткисем-мĕнсем (фигуры, изображения) тăваççĕ. Орау. Япала тыт та явала! (Бессмысленное изречение; говорится от нечего делать.) Юрк. Япалана пас вăйлă тытсан, ăшă пулат. Если на предметах сильный иней, то будет тепло. КС. Унтан халĕ аната куçарчĕ пӳртне, урăх япалана куçарман халь. Чхĕйп. Çĕр çине мĕн чул шăтнă япала (всё, что...) хĕвел, çăмăр, сылăм, çил — çак тăват япала тăрăх усă кӳрсе тăраççĕ. Шурăм-п. № 19. Çĕнĕ уйăх курсан, ура айĕнчи япалана çывăрма выртнă чуне пуç айне хумалла. Вара тĕлĕкре мен-те-пулин курăнать, тет. Регули 97. Эп она парассине япала (надо: парас япалана) кăтартса. Ib. 1266. Япалан пăхса парăп. Ib. 864. Онтан исе килнĕ япалана (япаласене) порне те кайлах еççе пар. Ib. 675. Вăл япаласене, туса пĕтернисене, киле исе килес; тунă япалисене киле исе килес. Орау. Хă вăн çук япала çав ĕнт çав; темиçе çынтан ыйтсан та, пĕри памарĕç; мĕнле алăпăр-ха ĕнт? Если у тебя не имеется вещи, то всегда бывает так. К скольким людям ни обращался, ни один не дал; как уж будем подсеивать? Хыпар № 22, 1906. Кайран, пĕр ирхине, Питĕре пырса çитрĕмĕр. Чейсем ĕçкелерĕмĕр-те, япаламăр пеккисене илсе, хайхи двореца шырама тухса кайрăмăр. Юрк. Пĕре те çапла балыка кӳртсе парăр, тесе, ыйтат иккĕ те ыйтат. Балыка, килте çук япалана, арăмĕ мар, никам та пырса лартакан çук. СТИК. Хай пирĕн япала ăнмарĕ пулас! У нас видно с тобой дело-то не выгорело (не удалось). Сред. Юм. Килтисĕне систермесĕр çынна япала пуçĕпех пара-пара яракан çынна: япала кăларать, теççĕ. N. Кил-хе конта, япала парăп сана. Иди-ка сюда, я тебя угощу («дам одну вещь», т. е. изобью). || Существо. Ч.С. Хай ніçта сиен-мĕн туман япалана кăкарса, асаплантарса тытнăран, луç мана çавăнпа ытла та шелĕн туйăнчĕ. Орау. Шатун, пушан япала, часах ывăнать (о лошади). N. Ĕлĕк пĕрне, пахча çаратма кайсан, тытнă, тет те, питĕ хытă хĕненĕ, тет. Çак япала, киле таврăнсан, хăй тĕлĕшшĕн калаçса выртать, тет: хырăмна пула çурăму тем курĕ çав, тесе выртать, тет, ыратнипе. Как-то давно, одного, попавшегося в саду в воровстве яблоков, здорово побили. Он, возвратившись домой, улегся в постель и разговаривает сам с собою: «Ради брюха, говорит, не знаю что потерпит спина!». Юрк. Ку çапла çăкăра тăпрапа тусан çинчен сĕтĕрсе илнине ăнсăртран пуп курат та, тытăнат кăна ятлама: итле-халĕ, ухмах япала, çăкăра, çапла иртĕнсе, тусан çинче çĕмĕрсе çӳреççи-мĕн? Ст. Чек. Мана хай япала (из это существо) ятпа чĕне пуçларĕ. Панклеи. Мĕн пор чонлă япаласанчен... (из живых существ). || Материя (ткань). Изамб. Т. Тата пасар япали илсе халат (поддевку) çĕлетеççĕ. || Приданное (у девушки). Абыз. † Тавай пире япала урапа кашти авăначчен. Пизип. † Икĕ тур лаши, ай, туртара, икĕ тур лаши, ай, туртара; шур япали урăпа çинче, сакăр сурăх, ай, саранче. Ала 8°. Эпир ăна çавах качча памасăр усрас çук, анчах хĕрин япали çук. || Вещество и пр. О сохр. здор. Чăх-чĕппи çăмарта ăшĕнчен тухать те, вара çăмартанăн хуппи анчах тăрса юлать. Çăмартари япаласем пĕтĕмпех пĕтеççĕ. || Товар. Чăв. й. пур. 22°. Хăй япалапа сутă тăваччĕ. Сам он торговал. Юрк. Ку япалушăн мĕн хак ыйтатăн? Что просишь за эту вещь? || Во мн. ч.—имущество, пожитки. К.-Кушки. Выçлăхра пĕтĕм япалисене сутса пĕтернĕ. || Говорят про пищу. НТЧ. Манăн нимĕн çимелли япала та пулмарĕ. У меня не случилось при себе ничего съестного. || Иногда не переводится. Беседа чув. 11. Мĕн çĕнĕ япала пур? Что есть нового? || Причина. О сохр. здор. Тĕрлĕ чир тĕрлĕ япаларан пулать. Разные болезни бывают от различных причин. || Необыкновенная вещь, диковина. Завражн. Ак япала! Какая штука-то! (Говорят, когда услышат нечто удивительное). Альш. Акă япала! Кунта мăкшăсем те пур иккен! Вот так штука! Оказывается, здесь есть и мордва! || Penis. Курм. † Пирĕн Яккувăн япали молкач пичи япали пак анчах. || Яд, отрава. Хыпар № 44, 1906. Колымскра иккĕмĕш çул пурăннă чухне, вăл япала ĕçсе вилме тапратрĕ, анчах ăна сиссе çăлчĕç. || Вредная вещь. Злой дух. Ст. Чек. Эй турă, тĕрлĕ япаларан (подразумевают «тĕрлĕ усалтан») хăтар пире. Хыпар № 29, 1906. Айван чура сапах доктор патне кайма пĕлмест: япаларан мар-ши? тесе юмăçа каять. || Нередко получает обобщающее значение. Панклеи. Сирн ку холара пăр хăрăк хорăн тонкати-япала пор-и? У вас есть в этом городе какой-нибудь сухой березовый пень? Якейк. Эп онтан кашнинчех иртсе çӳретĕп, анчах çын-япала кормастăп. Я там каждый раз прохожу, но никаких людей не встречаю. КС. Хула-япалана каяс пулсассăн... Если придется поехать в город и т. п. Хыпар № 2, 1906. Эрех-япала суйланă чухне (при выборах) ан пултăр. || С афф. притяж. 2-го и 3-го гл. ставится в некоторых чувашизмах. Ч.С. Пыраттăм ĕнтĕ, сасартăк хам умрах темĕскер хуп-хура тăнă пек туйĕнчĕ те ман çан-çурăм çӳçенсе кайрĕ. Лашу-япалу (куда тебе тут и лошадь и всё!...)! каялла чупа патăм. N. Пирĕн ват асатте — кăшăлу-япалу!.. киле пăрахса тавăрăннă, тет. Орау. Мун-куну-япалу... вĕççĕрĕ! Пролетела (твоя) пасха. Чув. тексты № 2, 513. Пасара карни? — Карăм. Мĕн илтĕн? — Пăрçа илтĕм. — Ак телей! — Телейи-япали (какое тут счастье!); кĕпер урлă каçрăм та, тăкăнчĕ-карĕ. — Акă сиян!—Сияни-япали (какой там убыток!)! тепĕр кунне кайса пăхрăм та, тӳшек пек выртать... || Иногда заменяет афф. -скер или же ставится вместе с ним; при этом речь иногда получает иронический оттенок. Демид. Икĕшĕ те мимо ярса курман япаласем пулнă. Оба они никогда не стреляли мимо цели. Уфим. Пирĕн чăвашсен хăтараканĕ ватман япала. Хĕрлĕ Урал. Пĕччен япала (будучи одна), шырама часах тухайман. Юрк. Чи аслă ывăлĕ, Митукĕ, наянтарах япала, ĕçе пит çемçе çын пулнă. N. Пит вăтанакан япала эпĕ. Я очень стеснительный человек. N. Пит намăслă япала тата. Орау. Раштавччен тухмалла япала, Мункунччен те тухмарĕ (напр. книга). КС. Вара мана халиччен ĕненмен япалана ĕнентерчĕç (заставили поверить в то, во что...); çын кураймасăр котун туса панă, терĕçĕ (испортил животных кто-то). Орау. Çамрăк япала, нумай кирлим ăна? — тата тепĕр-ик стаккан ĕçсенех, вилмелле (относительно выпивки). Ib. Хай, ӳссĕр япала, çулне-йĕрне паллайман. А он, пьяный, не мог определить дороги. Юрк. Пирĕн ăспа пулсан «Пулăхар» каçичĕ те, çĕнĕ япаласкер чăвашсенĕн кăмăлне пит килме кирлĕ-чĕ. Ib. Чăваш хĕрĕ пит таса япала, вăйлăскер, арçын вырăнне ĕçлесе çӳренĕ. Чувашская девушка, очень здоровая и сильная, работала за мужика. Йӳç. такăнт. 33. Эй, кум! Пĕрле ӳснĕ япала, халь те пĕрле пурăнар! Изамб. Т. Тӳрленсе çитмен япала тепле тăранĕ вара? Орау. Паян пĕр авăн çапрăмăр та, хĕллехи япала, тырри чĕрĕлсе кĕрет вăн; çулана çитмест çав вăл авăн тавраш, ун чух авăн та кирлĕ мар — хлупут çук. Ib. Кĕр-куннехи япала, сĕткен типнĕскер, сĕвĕнмест вăн пушăчĕ. Альш. Унтан вара пурама пуçланă япалана пăстармарĕ (так как здание уже начали рубить). || Часто переводится местоимениями нечто, что-нибудь, ничто и др. Ч.С. Анчах ал-валли çиекенсем пурте, ача ятне асăнса, япала (что-нибудь) хураççĕ (на зубок). N. Аллăна япала-мĕн тăрăнчим апла? Ты наткнул чем-нибудь руку? Ашшĕ-амăшне. Атте, япала (что-нибудь)-мĕн кирлĕ мар-и сана? Т. Исаев. Пĕр-пĕр япала пулсан. Если что-нибудь случится (неприятное). N. Мана çиме япалăр çук-ши? Т. Григорьева. Япала илнĕ чух çынтан ыйтмасăр ан ил, теççĕ. Когда хочешь взять у кого-нибудь что-либо, то не бери, не спрося, без разрешенья. (Послов.) Хыпар № 12, 1906. Э-э-эх! тетĕп. Ку чăвашăн пĕр япалине пăхса та савăнма çук иккен, тетĕп. Юрк. Хайхи Митук пĕр япаласăр тăрса юлнă (остался ни с чем). Череп. Япала тухмас. Толку не будет. Макка 202. Унти вутсене (огни) пĕр япала хăвармиччен сӳнтереççĕ. Альш. Япала пĕр хуйхăсăр пулмас, теççĕ. Ничто не дается без заботы. Юрк. Çак уйăхра, пушă вăхăтра, пĕр япала çырса ярашшăн. В этом месяце, в свободное время, хотелось бы написать одну вещь и послать ее. Макка 202. Вăл мăн чӳк тунă çĕре пĕр ялтан пилĕк çын хăвараççĕ, вĕсем вара çĕрле, мĕн-мĕн япала курăннине пăхса, сыхласа тăраççĕ. О сохр. здор. Мĕшĕн макăрнине пĕлсе, таврашне тӳрлетĕр те, япала ыратнипе макăрмасть пулсан... N. Япала ыратат, ыратман япала çук. Все тело болит. Тет. Вăл мана пĕр-пĕр япалу сикмен-и? (не свихнул-ли что?), тесе ыйтрĕ. Упа 589. Аккасем каларĕç: япала ыратмари? терĕç. Эпĕ: пăртак ура ыратрĕ (ушиб ногу) те, урăх ним те ыратмарĕ, терĕм. О сохр. здор. Унăн (у ребенка) пĕр япала (что-нибудь) ыратмасан, вăл нихçан та макăрмасть. Альш. Унтан чарăнаççĕ (перестают петь) те, çавăнтах пĕр-пĕр япалалла-мĕнле выляса илеççĕ хĕрсемпе каччăсем. См. епеле.

ярса ил

хватать, хвататься за..., захватывать, охватить, обхватить; ухватиться за что. К.-Кушки. Ирхине тăрат та, çăкăр ярса илет. Как встанет, так и за кусок. Юрк. Вучĕ кĕлет çинчен, улăмпа витнĕ хуралтăсем тăрăх, ытти хуралтăсене те яра-яра илет (захватывает одну за другой и прочие постройки). Чăв. й. пур. 33. Çавсем калаççа тăнă чух, пĕри штав эреххе ярса илнĕ те (схватил), тухса кайнă. Ау 8. Эсĕ вара ăна нăхтупа мăйĕнчен ярса ил те (захвати за шею), ан яр. Сир. Ярса ил (унтан). Б. Яныши. Çеркей çаваран ярса илчĕ те (схватился за косу), аллине касрĕ-пăрахрĕ. М. Шигаево. Кашкăр пытеке (= путеке) çиленнĕ те, пытеке ярса илнĕ те, вăрмана ятса кайнă. || Об огне. Ч.С. Вут чĕлхи (заклинание от пожара) пĕлекен çын виçĕ хут çаврăнсан (кругом пожара): тивнĕ килĕсенчен урăх килле ярса илмĕ, çак пилĕк килĕ анчах çунса пĕтĕ, терĕ. Истор. Çав вăхăтрах Успенский собора та вут ярса илнĕ. N. Ачан кĕпине çулăм ярса илнĕ. М. Ăнтавăш. Асту, кĕпӳне вут ан ярса илтĕр (как бы не загорелась). Ядр. Мана вут ярса илчĕ. N. Ăна йĕри-таврашĕпех вут ярса илтĕр. || Прохватить (о холоде). О сохр. здор. 96. Тула тумтир тăхăнмасăр тухсан, сивĕ ăна часах ярса илет. || «Продернуть» (мимоходом). Орау. Старик паян Хĕлипе те ярса илчĕ. Старик сегодня заговорил и о Филиппе, и пробрал его (заочно). || Захватывать (богатство). Орау. Таçтан та ярса илĕ-ччĕ; тĕнчипех çавăрса илсен те, тăранас çук (о жадном). Зацепить. Букв. 20, 1908. Кушак Хураçкана сăмсинчен ячĕ-илчĕ.

ярт

(jарт), подр. короткому прямому движению. СТИК. Çап-çутă пăр çинче ура ярт шуса карĕ (скользнула быстро и коротко) те, лап персе антăм. СТИК. Лашана пушăпа шарт çапрăм та, ярт шăрса (короткою струею) ячĕ. IЬ. Ярт юхса тухрĕ (брызнула одна струя). || Подр. прямизне (первоначально — подр. яркой линии). Альш. Унтан тата тепĕри ял урлă пĕр хĕрринчен тепĕр хĕрринех ярт тӳрĕ тухса каят (тăкăрлăк). N. Ял урамĕ ярт выртат (= тӳп-тӳрĕ), куç çути тӳрех ӳкет. N. Вăрманта пручак ярт выртать(пăхсассăн). IЬ. Ярт тăсăлса выртнă. Во всю длину растянулся. КС. Ура ярт шуса карĕ (короткое движение). IЬ. Ана тăрăх ярт тăрăшпех (по всей длине) отса тохрăм та, пȏр çĕрти те пĕр пик аван ырашĕ. Микушк. Тата хапха урлă пиçиххи ывăтаççĕ, камăн яртах (прямо) чăсăлса выртăть, çавă вилет, теççĕ. (Гаданье). Хурамал. Ярт! чăсăлса çывăрать (урисене чăсса çывăрать). СТИК. Çĕлен ярт тăсăлса выртнă (тӳп-тӳрĕ тăсăлса выртат; выражает не звук, а прямоту предмета). || Подр. ясному выделению. Лашман. † Пирĕн савни таçтан палла, ушкăн халăх çинче ярт тăрать. Бугульм. † Шинлă урапа йĕрсем таçтан паллă, ăслă çулсем çинче ярт выртать. Пирĕн тăвансем таçтан паллă, ушкăн халăх çинче ярт тăрать. || Подр. широкой рыси. Собр. Хура лаша ярт, ярт, икĕ турти шарт, шарт. (Шыв юхни). || Метаф. N. † Пирĕн ялăн ачисем урам тăрăх ярт, ярт, ярт! (бегают, шляются). || Подр. поносу. || Беспрерывно. Сред. Юм. Çак ачапчасĕмпе тĕпĕртетсе, никçан та (постоянно) ларса ярт (в д. Беляевой — яр-уççăн) ĕçлемелле мар вит. Возясь (валандаясь) с этой ребятней, никогда не поработаешь без перерыва, без помехи. || Одиночкой, без других предметов вокруг себя. М. П. Петр. Ярт пӳрт анчах ларать, урăх нимĕн те çук.

ят

(jат), имя; название. Менча. Когда у чуваш родится ребенок, то, еще раньше, чем крестить его (шыва кӳртиччен), ему, заодно с бабушками-повитухами (эпи-карчăк), нарекают имя. Если не наречь имени, то это считается нехорошим, так как иначе имя ему наречет чорт (шуйттан). Как только наступит время родить, бабы приводят повитух, и тотчас по рождении дают ребенку имя. Если родится ребенок мужеского пола, то иного нарекают Упа, иного Юманкка, иного Тăхти, а иного Сатай. Все эти имена даются с суеверным соображением. Упа называют затем, чтобы ребенок был здоров как медведь и не болел; Юманкка — чтобы он был крепким и коренастым как дуб и не хворал; Тăхти ― чтобы он был живуч и чтобы племя его множилось и не вымирало; Сатай ― чтобы род его плодился и не исчезал. Что касается девочек, то некоторых из них называют Хĕрпик, других Силпик, иных Эрнук и Тунюк (scr. Тунӳк). Хĕрпик — название не суеверное; родилась девочка, ну и говорят: давай назовем ее Хĕрпик; имя Силпик ― дается с суеверным соображением (ăрăмласа хуни): дескать, Силпик будет жить в почете (сил) и уважении (чис). Эрнук называют тех, которые родятся в пятницу (эрне-кун), а Тунюк (scr. Тунӳк) — родившихся в понедельник (тунти-кун). Ача ят хуни. Тĕне кĕмен чăвашсем, çамрăк ача çуралсассăн, ача ят хума ни пуп патне, ни мулла патне каймаççĕ. Вĕсем (некрещ. чуваши) ача ятне ватă стариксем, ватă карчăксем, эпи-карчăксем, хурăнташсене, ратнисене пухса, хăйсем пĕлнĕ пек, ача мĕн кун çуралнă, çав кун ячĕпе е çав кун ячĕ евĕрлĕ ятпа, пĕр-пĕр святой ятне асăнса тунă праздник тĕлĕнче çуралнă пулсан, ачине те çавăн ячĕпе ят параççĕ. Ывăл ача пулсан, ак çапла хураççĕ: ачи шăмат-кун çуралнă пулсассăн, Шăмак ятлă хураççĕ; вырăсерни кун çуралнă пулсассăн, Вырăстай ятлă, Ванюк (чит. Ванюк) ятлă хураççĕ; тунтикун çуралнă пулсассăн, Тутирек ятлă, Тутиер ятлă, Тăхтаман ятлă хураççĕ. Хĕр ача çуралсассăн, унăн ятне те арçын ачинни пекех хураççĕ. Улăштарсан та, сайра улăштараççĕ. IЬ. Некрещеные чуваши, когда родится ребенок, не ходят, чтобы наречь ему имя, ни к попу, ни к мулле. Чтобы наречь имя ребенку, они созывают старых стариков и старых старух, повитух, родственников и сродников, и нарекают имя ребенку, как умеют сами — или по имени того дня, когда ребенок родился, или именем, подобным имени этого дня; а если он родится около праздника в честь какого-либо святого, то — по имени этого святого. Если родится мальчик, то нарекают так: если ребенок родился в субботу, то Шăмак; если родился в воскресенье (вырăс-эрни кун) — Вырăстай или Ванюк; если родился в понедельник, то Тутирек, Тутиер или Тăхтаман. Если родится девочка, то ее имя нарекают подобно имени мальчика. Если и меняют, то редко. Кроме того имени, они некоторых нарекают по имени родителей, родственников или рода (тата вĕсем хăшин-хăшин ятне ашшĕ-амăш ячĕ, хурăнташ-ăру ячĕ майлă эл йăх ячĕпе хураççĕ). Имена детям своим они нарекают (хураççĕ) тогда, когда вздумают. М. Рус. Ĕлĕкхи чăвашсем ачисĕм пурăнмантан хĕр-ачасене вĕçен-кайăк ячĕпе, ывăл ачасене ураллă кайăк ячĕпе ят хунă. Макка 212. Вăл ача ятне кун ячĕпе шыраса тупаççĕ; кун мĕн ятли пулать, ăна та çавăн майлăрах хураççĕ. Çапла пĕр кун ятне илер-ха: эрне-кун хĕр пулсан, Эрнепи ятлă хураççĕ; ытлари-кун пусан, Утлаш ятлă хураççĕ. Альш. «Имена часто даются в виде соображения относительно зажиточности: если человек с не очень нравящимся чувашам именем живет славно — тихо, зажиточно, смышленно, то это имя дается многим на селе». Т. М. Матв. Ятне хуман ача макăра пулать. (Япалана килĕшмесĕр илсе кайсан, тавар хуçи хаклă ыйтма пултарать, е ĕçе малтан килĕшмесĕр ĕçлесен, ĕçлекенни хаклăрах илесшĕн, ĕçлеттерекенни йӳнрех парасшăн — çак сăмаха çавăн чухне калаççĕ). Якейк. Пĕчĕк ачасам кошаксене, сорăхсене, пăрусене ят параççĕ. Пĕр ятпах хăш чохне сорăха та, пăрăва та кошака та чĕнеççĕ. Кĕтерин, Маркка, Веркка ятлă хораççĕ. Лашапа йăтăсен те хăш чохне пĕр ят полать, напр., Мальччăк ятлă йăтă та пор, лаша та пор. Суждение. Турă, рая пырсассăн, вĕсене ятран каласа чĕннĕ (звал по именам). Псалт. 146,4. Вăл вĕçĕмсĕр нумай çăлтăрсенĕн хисепне те пĕлсе тăрать, вĕсене пурне те ятран пĕлет. Мар. Егип. Зосима çав хăйне нихăçан та курман, нихăçан та пĕлмен арăм ятран чĕннине илтсессĕн, пит тĕлĕннĕ. Е. Ятран чĕне-чĕне кăлар. Альш. Чăвашсем ятран каламаççĕ. Ашшĕ-мĕн ячĕпе чĕнсессĕн, чăваш çиленет. Ашшĕ-амăшĕ ятлă çынна ячĕнчен чĕнмеççĕ: атте ятли, анне ятли теççĕ. Хăй ятлине аташ теççĕ. Пуринчен ытла кăна хĕр-арăмсем çапла тăваççĕ. Псалт. 108,21. Эй турăçăм, турăçăм, эсĕ маншăн хăвăн ятна тивĕçлине ту. Якейк. Аланмасăр порнатпăр, ватă ятне илтетпĕр (нас обзывают стариками). Посл. 179,11. Вăл сире хăвăра чĕнсе илнĕ ята тивĕçлĕ çынсем тутăр. Шурăм-п. № 21. Хăй ĕçсе пурăнать пулсан та, чăваш ятне унăн пек пăсмалла мар. Сала 50°. † Кĕмĕл çĕрĕ, ахах куç, — унăн ятне кам пĕлмест? Что сокращ. жизнь. Рай пурăнăçĕ-çех пурăнăç ятне илтме тивĕçлĕ. Макка 110. † Чунăмăр тӳрă аллинче, ятăмăр патша умĕнче, пĕвĕмĕр ырă çын умĕнче, шухăшăмăр атте-анне умĕнче. Сир. 41. Ухмах темесĕр мĕн ят парас ăна? Альш. Хальхи чăвашсем пайтахăшне мĕне кĕлтунине те пĕлмеççĕ, тет, ятне-кăна, пĕр пĕлмесĕр, калаççĕ тет. Собр. 339. † Пĕвĕр илемлĕ, сăнăр хитре, кам хунă-ши сирĕн ятă-ра? || Очередь по отбыванию воинской повинности. Б. Олг. Каþан, пичин салтак ячĕ тохсан (был объявлен рекрутом), пичин ик хĕр-ача пор-ччĕ. См. ят пар. || Назначение. Юрк. Укçа пулсан, пуштăпа яр. Анчах укçăна хам ятпа ан яр. Будут деньги, пошли почтой. Только не посылай на мое имя. N. Пĕр письмо (= çыру) янă-ччĕ сан ятпа. Одно письмо на твое имя было послано. || В выражении ячĕпе «от имени»... Хыпар № 9, 1906. Вĕсем кĕпĕрне ячĕпе суйласа яма 50 çын хушшинчен 8-9 çын-кăна суйласа ямалла. IЬ. № 8. Пирĕн те пĕтĕм чăваш халăхĕ ячĕпе пуху тума пулмĕ-ши? тетĕп эпĕ. || Цель. Хыпар № 46, 1906. Закона уççа парас ячĕпе Сенат çĕнĕ закон кăларчĕ. || Доброе имя, честь. Ч.П. Леш кассенĕн хĕрĕсем ашшĕ ятне ямалăх. Альш. † Атте-анне ятне лайăх тытсан, пире лайăх çынсем чис парĕç. Собр. 173°. † Атте-анне ячĕпе патшасем чĕнеççĕ хăнана. Янш.-Норв. † Аттем-аннем ячĕпе ырă çынсем чĕнеççĕ хăнана. С. Алг. † Ман туй килет шавласа, атте-анне ячĕпе. || Хорошая или плохая слава, молва. Ст. Чек. Ячĕ пысăк ĕнтĕ. Он уже прославился (в хорошем смысле). Альш. † Маттур-маттур хĕрсене ячĕпелен шыраççĕ. Якейк. † Çварни çони шуç котлă; шуçĕ йолать йор çине, ят сарăлать ял çине (слава идет по деревне). N. Ырă ят илт, выслушать (себе) похвалу, добрую славу. К.-Кушки. Пуян ячĕ çĕклесе, виçĕ пуспа ан виртле. Славясь богачем, не дразни тремя копейками. Ч.П. Ятăра пăсĕ. Ала 103°. † Ĕçес-çияс хуçаран, ыр ят тăвас хăнаран. Альш. Пурăнать вара салтак арăмĕ хуняшшĕ-хунямăшĕ аллинче; вĕсем ырă пулсан, ырă ят илтсе, вĕсем усал пулсан, усал ят илтсе. N. Халăха тытса тăракан каланă сăмахĕсем тăрăх ăслă çын ячĕ илет. N. Хаяр ята кӳрт. Сделать предметом осуждения. Бижб. † Чаплă хĕрĕн чап каят, начар хĕрĕн ят каят, тет. Юрк. † Çичĕ çул ямшăк çӳрерĕм, ямшăк ятне кăлараймарăм, çичĕ пушă аври хуçмарăм. Макка 36. Çак хамăр кас ачисем ят кăларма хăтланчĕç (хотели распустить дурную славу). IЬ. 173°. † Çинçе пӳме ӳстертĕм ятма ял çине ямарăм. IЬ. † 107°. Ялсем çинче ан мухтанăр, ятăр юлĕ ял çине. Лашман. † Çăпатана пăрахса, атă тăхăнтăм, пуснă йĕрсенчен вут тухтăр. Вучĕсем пĕр тухчăр, чулĕсем путчăр, матур йĕкĕт çинчен ят тухтăр. Сир. Ху çинчен элекçĕ ячĕ ан кăлар. Не приобретай славы клеветника. . Ик чĕлхелĕ çын çинчен яланах усал ят каять. || Брань, выговор. N. Хаяр ята кĕр. Подвергаться дерзкой брани. N. † Çамрăк пуççе чармасан, ваттисене ят тивет. Пус. Сĕм вăрманта вăрăм йывăç, çил тимесĕр пĕр кун лармĕ. (Салтака ят тивни). Сала 196°. Сулахай хулха янрасан, ят илтет. N. Лашисене хупмаççĕ, вăррисене хаяр ят; хĕрĕсене чармаççĕ — каччисене хаяр ят. Сятра. † Ах, пире ват ятлать! Ват çын ятне пăхсассăн, эпĕ пасара та тохас çок. Юрк. † Пĕр хĕр ясар пулсассăн, пур хĕр çине ят килет. Ала 89. Ача-пăча ятран-патакран пит хăрать. Дети очень боятся брани и побоев. Якейк. Мана порнма пит йăвăр: кашнă конах ят илтеп (слышу брань). Орау. Капла туса ят илтиччен, эпĕ луччă тепĕр çĕрте сăмахсăр пĕр пуссăр хырăма тăранмалла ĕçлем. Ч.П. Çавна тытса чуп-тусан, çамрăксене ят тивет (побранят). || Молва. БАБ. Ял çине ят карĕ, халăх çине хахать карĕ (из «такмак»; слух, молва). || Звание. Панклеи. Кăна илес мар, мĕн пуçлăх ятне илтес! Если этого не взять, то зачем и начальником называться! (Слова солдата. Сказка № 16.). Сир. 68. Тепĕр тус пур, тус ятне-кăна илсе тăрать. || Сословие. Хыпар № 13, 1906. Смоленск уясĕнче 32 çынтан — 18 дворян, 5 çын урăх ятран, 9 çын хура халăхран. || Для проформы. Ст. Чек. Çумăр ятне-кăна çăват. Только слава, что дождик (т. е. еле-еле накрапывает и т. п.). Хыпар № 42, 1906. Улпутсем вăл ĕçе панă укçана кĕсьене чикеççĕ. Ĕçĕн ятне анчах тăваççĕ. Календ. 1904. Хыт сухана пит кăйран тухаççĕ, иккĕмĕш хутне çавăнтах тăваççĕ, тата иккĕмĕш хутне ятне-кăна (анчах) тăваççĕ. Орау. Мур çĕвĕçи (этот чорт портной, этот негодный портной) сăхмана пăсса хăварчĕ. Майтансем (майданские) вăсем путлĕ çĕлеççĕ-и? ятне анчах туса çӳреççĕ вĕт! СТИК. Ятран-кăна тукаласа тунă. Сделано кое-как. . Ятран-кăна (ахальрен-кăна) шаккакаласа хунă. Кое-как сколочено. Иваново. Ачасĕм, эсир кунта вĕренсе тухрăр... Ячĕ-çеç ан пултăр; мĕн вĕреннине ан манăр, киле ан юлăр, епле-те-пуса ытти çĕре кайма тăрăшăр. Сред. Юм. Аптратнă мана текех: туса пар, тесе; ячĕ пȏлтăр, тесе, туса патăм. || Нарочитая цель, назначение. Иногда имеет оттенок послелога. Панклеи. Йăван хĕпĕртесе: килях, пичи, килях! тет. Ăсса тох-ха, арăм, пичи ячĕпе, тет.Макка 212. Леш укçине ачин ячĕпе каласа хураççĕ. Те деньги кладут в честь новорожденного. Аку 121°. Турăпа патша ячĕшĕн (ради или во славу). Шурăм-п. № 14. Мана та праçник ячĕпе (для праздника) ĕçтересшĕн. || Надельная душа. Ст. Ганьк. † Ял ялĕнче хĕр нумай, хĕр нумай та, ят сахал. Хамăр ялта хĕр сахал, пĕрне те мана памаççĕ. . † Хĕр сахал та, ят нумай, хăçан ӳссе çитĕç-ши? Изамб. Т. Ятран куланай пухаççĕ (по душам). О сохр. здор. 57. Пĕр ик-виç вĕлле пулсан, вĕсем (пчелы) пĕр ятăн çулталăк куланайне татмалăх ĕçлесе параççĕ. Макка 235°. Ялпа пĕрле çынсанчен ят тăрăх укçа илеççĕ те, çав укçапа вара пĕр тиха или лаша илеççĕ. Альш. Тырă пулманнипе, ят сахаллипе юхха ере пуçланă вăл (он). Бес. о земл. Кашни пусса анана уйăрса, ятăн (по душам) валеçе пуçланă. N. Ятран (с души) куланай тӳлесси. Нюш-к. Ятпа уйăр, ятпа уйăрнă. Истор. Куланая ун чух çын тăрăх (ятран) тӳлемен, çĕр хисепĕпе тӳленĕ. Н. Шинкус. Вăл ӳчӳкне пирĕн ялсем пĕр вăкăр, пĕр тына, виçĕ сурăх параççĕ. Ӳчӳк çывăхара пуçласан, çав выльăх-чĕрлĕхсене илмешкĕн, тата кĕрпеçăнăх илмешкĕн, ят тăрăх мĕн чулшар-та-пусан укçа пухаççĕ. (Аслă ӳчӳк). Истор. Вăл, вырăс çĕрне хăйĕн çыннисене ярса, тепĕр хут ят хисеплеттернĕ. || Надел (земли) на душу или на едока. Цив. Манăн ят çĕрне те аттесем ĕçлесе порăнаççĕ. Мой надел земли обрабатывают мои домашние. Орау. Эсĕ мĕлле (или: мĕн) тăвашшăн: ятна парас-и, ай анан памалла-и? — çавна шут тума киле кил. Как ты хочешь сделать: сдать ли твой душевой надел с условием, чтобы исполнялись все повинности (арендатором), или сдавать в аренду позагонно (на год)? Приезжай решить этот вопрос. N. Çак вырсарни-кун ятне парассине нимĕн те калаçмарĕç. В минувшее воскресенье относительно сдачи земли в аренду ничего не говорили. N. Эсĕ пĕр ятпала та пит пуян. Ты и с одним душевым наделом живешь богато. Юрк. Ана-çарансене ят çинчисене-кăна мар, тара та иле пуçлат. Не довольствуется надельными полевыми угодьями и лугами, а начинает и арендовать. . Миките Микулайĕ, ачисем ята кĕриччен (пока дети не получили надела), çапла пит тертленсе пурăнат. . Миките Микулайне йышлă çемьепе, пĕр ят çинчи ани-çаранĕсемпе-кăна (с одним душевым наделом) тăранса пурăнма пит йывăр пулнă. Шурăм-п. № 18. Виçĕм-çул, халăх çĕр уйăрнă чухне, ята кĕресшĕн хыпаланчĕç (спешили получить надел земли). Изамб. Т. Старик ячĕ тухсан, тепле пурăнăпăр вара. Если надел моего умершего мужа отберут в общество, то как мы будем жить? Альш. Пур унта хăшĕ-хăшĕ, унтан-кунтан ят пуçтарнисем: çирĕмшер-вăтăршар ятлă. . Утă Чăнлă улăхĕнче ят пайне пĕр виç купа тивет, теççĕ, Элшелсен, утă пулнă çулсенче. «Ят пайĕ утă» тиекенни, унти утă, чăн лайăх утă вăл. Ч.С. Ятлă çынсем кашни килĕрен ят тăрăх çăмартапа çăкăр пуçтарса çӳреççĕ. (Во время «хĕр-аки»). Чув. календ. 1910. Пирĕн хура халăх йышлăланнă-çемĕн йышлăланса пырать, çавăнпа ят çĕрĕ сахалланнă-çемĕн сахалланса пырать. || Подушное. Изванк. Темиçе ят пама пар. Увеличь число мужчин в семье. (Из моленья).

яхăн

(jаhы̆н), близко, около (тат.). Употребл. и в склонении. У. Эсĕ ăна ху яхăнна ан çывхарт. Ты его не подпускай близко к себе. Ч.С. Эпĕ çамрăк чух чăнахах, вĕсем вĕрентнĕ тăрăх, киремет яхĕнне (= яхăнне) пыма та пит хăраттăм. Ходар. Сысна таврашне (свиней) унта яхăна та ямаççĕ (и близко не подпускают). Ст. Чек. Яхăнне те ямаст = çывăха та ямасть. Сред. Юм. Тытнă аллине çĕçĕ те: яхăна ан килĕр, тесе, сȏлласа-çиç тăрать ȏ çĕçĕпе; кăçта çын пытăр ȏн патне! БАБ. Яхăнĕнче (около киремети) выльăх тавраш хĕнесен, выльăх та вилеччĕ, тет. N. Пумилкке туса ирттеричченех вилнĕ çын, масарта вырăнаçмасăр, хăй пурăннă çурт яхĕнче (вм. яхăнĕнче) пурăнат. Хăр. Паль. 42. Хăшĕсем вершука яхăнарах. Некоторые приблизительно до одного вершка. Янш.-Норв. Ăна чӳклеме (для моления ему) вăл пуçтарнă укçапала пĕр виç кĕрепенке яхăн (около трех фунтов; у друг. виçĕ кĕрепенккене яхăн) пасар кулаçĕ илет. N. Пĕр виçĕ пин çынна яхăн. Приблизительно около трех тысяч человек. Н. Шинкус. Хай чикан кĕлетре çур сыснана яхăн какай çаканса тăнине курах карĕ. Б. Яныши. Пиртен пĕр çухрăма яхăнра пĕчик вăрман пур. N. Укçа икĕ çĕр тенке яхăн ытлашши пулнă. Денег оказалось почти на 200 рублей больше. Ст. Яха-к. Пирĕн хĕлле кĕрекен чиркӳве пилĕк çĕр çын (у др. çынна) яхăн кĕрет. || Употребл. и в временном значении. Макка 65. Пирĕн ял пуçланни çĕр аллă çула яхăнах ĕнтĕ. М. Сунчел. Вара çапла эрнене яхăн ĕçеççĕ (около недели). Юрк. Ăна ху та пĕлетĕнтĕр (вероятно, знаешь), вăл унта пĕр-ик çула яхăн пурăннă çын. Перев. Эпĕ пĕр вунă çулта яхăп-чĕ. Мне было около десяти лет. Шурăм-п. № 4. Ире яхăн (близко к утру) çил тухать. РЖС. 2. Пĕр çур сехете яхăнтан каллах хĕвел пăха пуçланă, çанталăк ĕлĕкхи пекех тӳрленнĕ. || В чувашизмах. Истор. Киеври халăх Владимиртен пуçне урăх никама та яхăна та яман (о других претендентах и слышать не хотел). О сохр. здор. Шыв ĕçнĕ чух карланкине шăнăр туртакан пулать, кайран вара шыв ĕçме яхăна та ямасть (о бешеном). СТИК. Ун яхăнне те пырас килмес. Не хочется и близко к нему подойти. . Çавă сана укçа пачи? ― Яхăнта та çук (и не думает). Сред. Юм. Эп: иксĕмĕр каяр-ха терĕм ȏна та, ȏ яхăн та каяс çõк вит. . Мана тыр виçнĕ çĕре яхăна та ямарĕ, хăй-çиç виçрĕ. СПВВ. Х. Манăн яхăн та тăрас килмест — нисколько. Сред. Юм. Яхăн та ан кала. Ни за что не говори. Ядр.Эпĕ çулла нумай çывăрма вĕреннĕскер, манăн ыйхаран яхăн та тăрас килмеçт, анчах ирĕксĕр тăрас пулать. Хĕвел, № 1. Пирĕн чăваш, вĕренсе, пысăк çынна тухсассăн, мăн-кăмăлланса каять. Чăвашсем çине яхăнта та пăхасшăн мар. Орау. Яхăнне те итлемеçт. «Не слушает ни за что». Макка 123°. Вăл хушнине тумашкăн яхăнне те итлемен (и не думал слушаться). || СТИК. Пухаççĕ, пухаççĕ, тет (ягоды), хĕрĕсен (у девушек) пуракĕсем тулма яхăнта та çук (далеко до краев), ывăл ачин пуракĕ тӳпеми тулса кайнă. || Недавнее, близкое время. Ч.С. Ĕлĕк ут та кустараччĕç (во время «сĕрен»), тет те, ку яхăнта пăрахăç тунă. Альш. Халĕ тата, çак яхăнсенче, тырă пулманнипе, ят сахаллипе юхха ере пуçланă вăл (он стал беднеть). См. яхăнта, яхăнччен.

ер

(р), увязаться, привязаться, присоединяться; сопровождать; принимать участие. Якейк. † Сарă вăрăм варли пур, сар ачасам ереç поль. Есть у меня красивая, статная подруга, но, должно быть, привяжутся к ней красивые парни. Сёт-к. † Хор лотра варлия хора ача ерчĕ поль, атьăр киле ачасам. N. Кам ăслăлăхлă, çавна ер (присоединись). Требн. Вăл хăйĕн урапи çинче ларса Исаиа пророк кĕнекине вуласа пынă. Святой сывлăш Филиппа каланă: çак урапа çумне пырса ер, тенĕ. Н. Сунар. Кашкăр, хавасланса, йытăпа пĕрле ерсе карĕ, тет, йытă патне. НАК. Пирĕн аттесем те вăл йĕркене ерсех каймаççĕ. И наши родители не очень-то принимают участие в этом обряде. Чăв. ист. 10. Çав авалхи юмах пире чăвашсенĕн тĕп-аслашшĕсем çĕр ĕçне мĕншĕн ерсе кайнине пит лайăх кăтартса парать. Беседа. Вăл вара çав çĕрте пурăнакан пĕр çын патне пырса ернĕ; вăл çын ăна сысна кĕтме янă. || Вступить в предосудительную связь. Чăв. й. пур. 29. Унтан вара вăл шăллĕне те авлантарнă, ăна авлантарсан, ун арăмне ернĕ. Ала 11°. Вăл татах тапăннă, тет, анчах ерейман ăна вăл (id efficere non potuit, ut cum femina coiret). ЙОН. Çакă ялта хĕр нумай, качччă ермен хĕр çук. Сир. 81. Хĕр чухне вĕсемшĕн пăсăласран, ашшĕ килĕнчех йывăрланасран хуйхă; мăшăрлансассăн, урăх çынна ересрен, упăшка пур çинче ача-пăчасăр пуласран хуйхă. || Приставать (о болезни). О сохр. здор. Вăл чир тумтирсем, пĕренесем çине те ерсе юлать. Эта болезнь заражает и одежду и стены. Сред. Юм. Кĕçĕ ернĕ. Пристала чесотка. || Увлечься (чем). Истор. церк. Ĕçке-çике ан ерĕр, эрех хыçсăн ан кайăр. Беседа. Çапла хăтлана-хăтлана, пĕтĕмпех ĕçке ерет. IЬ. Ĕçме ернĕ çын. Спившийся человек. Беседы на м. г. Ĕçке ернĕ çын. Требн. 50,28. Ĕçке ерсе пурăнмастăн-и? || N. Эп юхха ертĕм. Обеднел. || Прилипать (напр. о паутине). К.-Кушки. Эрешмен карти ура çумне ерет (осенью).

етес

(дэс), дужка. См. йĕтес. Сред. Юм. Чăххăн малти сейник (= сенĕк) пик уйăрлакан кăкăр шăммине етес тесе калаççĕ. IЬ. Алтанăн, чăххăн кăкăрĕнче сейник (= сенĕк) пик уйăрлса тăракан шăмă пор, çавна вара иккĕн ик юппинчен тытаççĕ те, хуçаççĕ; он какайне пăртаккăн-пăртаккăн уйăрса пор пӳртри çынсĕне те валеçсе тохаççĕ; кайран вара, эрехле уйăрнă полсан, шăпа тытаççĕ те, кăш чохне эреххине çавăнтах ĕçтереççĕ, хăш чохне тепĕр чохне хăй патне чĕнсе ĕçтереççĕ; аланман ачапа хĕр уйрать полсан, кĕпесĕм тĕрлесе памалла, тотăр илсе памалла уйраççĕ. Г. Т. Тимоф. Етес ĕçеç. Пирĕн чăвашăн, чăхă пуссан, етес уйăраççĕ пĕр-пĕринпе, ашне çинĕ чух. Уйăрнă çĕрте калаçаççĕ (условливаются) «улталамалла» та «улталамалла мар». Улталамалла калаçсан, кам улталаканнийĕн япала парасси каçать; кама улталанă, çав-кăна парать вара, кампа уйăрнă çавă. Улталамалла мар калаçсан, икĕ енчен те пĕрне-пĕри япала параççĕ. Калаçаççĕ унта пĕри кĕпе парса тепĕри пушмак илсе памалла та, е пĕри кĕпе тепĕри пысăк явлăк илсе памалла та, е тата урăх мĕнне те пулсан тумалла та, е тата икĕ енчен те пĕрер сăраковушкăшар эрех илсе ĕçтермелле те, ытларах та калаçаç: темĕскер, шăнкăрав çакса, лашапа пырса, илсе каймалла та. Тупаççĕ унта калаçакансем епле пулсан тума: сĕтел айне кĕрсе ларса, юрламалла, кĕпе киллипе туртмалла, пĕр-пĕрин патне ларма çӳремелле. Çавна калаççĕ вара пирĕн чăвашăн: «етес тус» теççĕ; «етес туспа ĕçмелле», теççĕ. Етесне уйăрнă чухне, етес çумĕнче ашĕ пулать унта; çав ашне — уйăрнă çĕрте кам пур — çавсене параççĕ пĕчĕкçĕн-пĕчĕкçĕн, валеçе-валеçе. Вĕсене вара етес тӳленĕ çĕре чĕнеççĕ ĕçкине ĕçме. Çав Пукравра-мĕнте ĕçеççĕ унăн ĕçкине. Етес çамрăксем уйăраççĕ ăна, ватăраххисем те сайрахутра уйăркалаççĕ те, анчах вĕсем сахал уйăраççĕ. Çамрăксен илемлĕ вăл етес уйăрни — чăнлани. Чĕнеççĕ хай етес тусне, етес юлташĕсене. Тытăнаççе ĕçме. Хăнасене ăсатсан, тытăнаççĕ вăл тавраша. Ĕçкĕ пулать вара вăл питех те аван: етесе хытă ĕçеççĕ ăна. Пуçтарăнать унта çамрăк-кăна: пыраççĕ уйăрнă çĕрте пулманнисем те, вĕсем те илсе каяççĕ вара пĕр-пĕрин патне. Хай тытăнаççĕ юрлама, тытăнаççĕ ташлама, купăсĕ те пулсассăн. — «Етес ĕçес» теççĕ вара çавна. Унта ватă таврашĕ пулмас та çамрăксем ĕçнĕ çĕрте: хăйсене ирĕк вара вĕсене. Çӳреççĕ çапла кунĕпе пĕр-пĕрин патĕнчен тепĕрин патне кĕре-кĕре. Ӳсĕрĕлеççĕ те вара хĕрсем, пичĕ-куçĕсем хĕп-хĕрлĕ хĕретне пек пулса каяççĕ. Тытăнаççĕ вара кулма, шӳт тума. Пĕр шӳтле вăл хĕри-пăраç ĕçки. Хăйсем ӳсĕрĕнчен хăйсем кулаççĕ вара вĕсем ун пек чухне. Вăл етес ĕçнĕ çĕре пыллă сăра таврашĕ те, тутлă сăрасем тăваççĕ вĕсем кăкшăмсемпе. Этемме çавă ӳсĕртет. Етес ватăраххисем те уйăраççĕ пĕр-пĕринпе. Вĕсем «эрех ĕçмелле» — мĕнле калаçаççĕ: пулуштухшар-и, штухшар-и. Пĕр-пĕрне вара лашапа тиесе çӳресе ĕçтереç. Унта пулать вĕсен те вăййи, кулли. Тупса килеççĕ купăççине те, калама çук «аван» ĕçеççĕ. Илметума кайнă çĕрте, тăрантас çинче, ялан та минтер таврашĕ вара хăйсен. Етес туртмасан, нимĕн те пулмас, туртсан — вилсен, етес шăммине уйăраççĕ тет». Çапла калаççĕ чăвашсем, етес уйăрасси çинчен. Уйăрсан вара, епле те пулсан чăнласшăн тăрăшать. Уйăрать те, чăнлать. Чăнланă çĕрте тата тепĕрисем уйăракансем пулаç. Вĕсем вара тата кăсене «етес ĕçкине чĕнеç. Тупăнса пырать вара çапла етес ĕçӳ».

йывăр

(jывы̆р ), тяжело; тяжелый. См. йăвăр. О земледел. Кирлĕ мар çĕре йывăр сӳрене яма юрамасть. Пользоваться тяжелой бороной без нужды нельзя. Альш. † Манран юлнă арăма, ĕçе йывăр ан хушăр. (Когда я уйду в солдаты, не заставляйте мою жену делать тяжелую работу. Изамб. Т. Йывăр тăпрăр (ваша земля) çăмăл пултăр! (Обращ. к умершим, на поминках). Тяжесть; тягость. Хыпар № 43, 1906. Вĕсем урам тăрăх аллă-утмăл утăма утма та пит йывăра хураççĕ (считают за труд). Ib. № 11. Çулта-лăкра ĕçнине шута (хисепе) хурсан, лăнках (порядочно) пухăнать; çук çынсене, чухăнсене йывăра килет (приходится тяжело). Сред. Юм. Пит йывăр çĕклесен, çынна йывăр лекет (он надрывается). Толст. 4. Эпир ахалех ытлашши йывăра сĕтĕрсе çӳретпĕр. || Трудный. Самар. Кучченеç хутаççине пит йывăр тĕвĕ çыхаççĕ, ăна хĕрĕн инкĕшĕнчен салттараççĕ. Ст. Чек. Йывăр çавăрса каланине ăнласа илет. Понимает трудные выражения ( мысли). || Груз. Альш. Халиччен йăтайман арчасене, йывăрсене урапа çине тиени сисĕнмерĕ. Н. Шинкусы. Çавăн пек мала тухакан (быстрых, обго-няющих во время скачки в аслă ӳчӳк) лашасене хăшĕ-хăшĕ, çавăн пек çĕре çӳрешшĕн анчах, йывăра кӳлмесĕр, çитерсе усраççĕ. || Горе, беда. Истор. 152. Хамăр пуçа йывăр килсен те, парăнатпăр ĕнтĕ. С трудом. Ст. Чек. Йывăр сывлать, тяжело дышит. || Беременность. Ст. Шаймурз. Иван арăмĕ йывăра юлать (= çине юлнă). Жена Ивана беременеет. || Обидный, обидно. Букв. 11. Йывăр ан кала. Не говори чего-либо обидного. || Гибельный, опасный, опасно. N. Йывăр пăрăнтан, йывăр çумрăнтан сыхласа тăр, ӳч-ӳк, çырлах. Сред. Юм. Йывăр çилтен, йывăр хĕвелтен тор сиртĕр. (Говорят во время молитвы. Богдашк. Пĕчĕкçĕ ача тăм çисен, йывăр (тягота) пулать, теççĕ. || Медленно. Календ. 1906. Малтан пит йывăр ӳсет (бамбук). || Тяжелый (о болезни). N. Йывăр суранлă, тяжело раненый. (Солд. письмо). || Тяжело (заболеть). Сборн. по мед. Хăш чухне çав вăхăтрах куçĕ те пит йывăр пăсăлать. Ib. Йывăр çуратмалла пулсан (при трудных родах) пулăшмашкăн доктор та пур, кирлĕ им-çамсем те алă айĕнчех. Чăв. й. пур. 35. Хай Куçманăн арăмĕ йывăртан йывăрланнă та, пĕр эрнерен вилнĕ-кайнă. || Преступный, преступление. Ала 16. Мĕн йывăр ĕç турĕ ку çын, çын вĕлерчи-мĕн вăл, е тата урăх вăрă-хурахра çӳрери-мĕн? Какое преступление совершил этот человек: убил ли, или совершил какую-либо кражу? Хыпар № 43, 1906. Ĕçлемесĕр пурăнса, вĕсем усалланса, асса каяççĕ, пĕтĕм вăйне ĕçсе, йывăр тусах пĕтереççĕ.

йывăрлан

прибавиться в весе, отяжелеть. N. Икĕ-виçĕ эрнере хур ик-виç кĕрепенкке йывăрланса каят. В две три недели гусь прибавляется в весе фунта на 2 или на 3. Чув. прим. о пог. 207. Ватă çынсен шăмшакĕ йывăрлансан, хулпуççи (пилĕк-çурăм) ырата пуçласан, йĕпе пулать. Если старикам становится тяжело, плечи (поясница) начинают болеть, то будет ненастье. || Тяжело заболеть. Скотолеч. 34. Йывăрланса çитсен, сурăх пĕре (= то) пĕр вырăнта çавăрăнса тăрать (при вертеже)... О сохр. здор. Вăл (чирлĕ çын) питĕ йывăрланса, вĕриленсе çитет те, тăтăшах çывăрать. Ч.С. Йывăрланнă-çем йывăрланса пычĕ. Ей становилось все хуже и хуже. Ау 11°. Тĕнче-çăвар пит йывăрланса çитрĕ, тет: вилептĕр, тесе калат, тет. || Забеременеть. N. Йывăрлан (йывăр-çын пул). Сир. 81. Хĕр чухне вĕсемшĕн пăсăласран, ашшĕ килĕнчех йывăрланасран (чтобы не забеременели) хуйхă; мăшăрлансассăн, урăх çынна ересрен, упăшка пур çинче ача-пăчасăр пуласран хуйхă.

йытăлла-пурсуй

ни то, ни се; ни два, ни полтора. Юрк. Эпир камсем пулатпăр? — йытăлла - пурсуйсем анчах, урăх никам та мар.

юмăç

юмăçă, у И. Н. Юркина всегда юмăçĕ, знахарь, ворожея. М. П. Петр. Чăваш. й. пур. 36°. Вăл юмăç ялан укçа çинче пăхнă иккен. N. Христос турра мухтас вырăнне, çавă шуйттан тарçине, юмăçа, мухтаса тăраççĕ, акă мĕн калаç: эсĕ пушали кĕнеке вула, а пиршĕн пулсан, юмăç турăпа пĕрех, юмăç вăл çурă турăпа пĕрех, теççĕ. Бюртли-Шигали. Манăн атте хамăн юмăç-чĕ. Чăваш çемйинче кăшĕ-те-пулсан чирлет те, каять вара юмăçа. Макка 207. Юмăç, пĕр каласан, нимĕн те тăва пĕлмест. Вăл çынсене çапла улталат: йĕп çине çăкăр тирет те, суллантарма тытăнат; суллантарат вăл икĕ çăкăр татăкĕ хушшинче, или просто укçа çине пăхат. Хальхи юмăçсем аплах хăтланмаççĕ, ĕлĕк миçе пус панă, çавăн чухлĕ сăмах анчах каланă. Сюгал-Яуш. Юмăçĕ вăл киреметĕнчен пăртак лайăхрах пĕлет пулмала. Вăл киреметĕн шăльнĕ пулнă, тет. Вăл ăстан суйине тупса çитерет-ши? Нумайăшне киреметсенчен ытларах юмăçи улталать, курнать. Ну хутте хай юмăçи те çынсене улталанă, тет. Ну çынсем те хăйне нумай улталаççĕ, курнать. Виçĕ пус парса та улталаççĕ, курнать, пилĕк пуспа та; вунă пусне парсан, тата пушчех суйма тапратать, курнать. Вара кайран тата килме каласа ярать, тет. Халь ывăнса çитрĕм, тет. Тепĕр виççĕ (sic!) кунтан пурне те каласа ярăп, тет; суй (sic!) суйса ярать, тет. Вăл ырă этемех-ши? Вăл этемренех çуралнă-ши? Ун патне ырă шутлă çынах ан кайтăр, тесе, калать, тет, пĕр çын. N. Ху юмăçна ху палăртатăн. Сам показываешь, что ты гадатель. Ст. Чек. Укçине чĕрки çине (хурса?), çăккăр татăкне йĕппе чикеççĕ. Йĕппин куçне çиппе витĕреççĕ, вара сулланасса кĕтеççĕ. Çак япаларан мар-и ку чир? тет. Суллансан: çак япаларан; ав уçăлса каят, тет; сулланмасан: ак çак (урăх япала калаççĕ) япаларан мар-и? тет. СЧЧ. Çавăн чухне хамăр ялта пĕр суккăр хĕр юмăç пур-ччĕ. Ун патне (к ней) юмăçа (для ворожбы) çĕршер çухрăмран пар лашасемпе пыраççĕ. Б. 13. Вăтанман юмăç пулнă, тет, ӳркенмен ăста пулнă, тет. НТЧ. Çав ялта, укçа çĕне (= çине) пăхса, мĕн пулнине, малалла мĕн пулассине пурне те тĕрĕс каласа кăтартакан арçын юмăç пур, теççĕ. Чуратч. Кил-ăш-чиккинче кирек кам сымар пулсан, час-часах юмăç патне чупса каяççĕ. Юмăç патне пырсан: ман килте çапла ача çывмар пулчĕ-ĕçке, тесе, каласа кăтартаççĕ. Вара юмăç, пĕр çип вĕçне çăккăр хытти çыхса, суллантарма тытăнать. Суллантарсан-суллантарсан, калать: сан ачу йĕрĕхрен, сана вăл пĕр така тумасăр та каçарас çук, тет. Альш. Юмăçă; один из приемов: алă тымăрне пăхать, кăвапине пускалать. Ч. С. Чӳк пуçлас, тесе, юмăç карчĕкне чĕнсе килчĕçĕ. Ib. Атте вара пиччене юмăçа чӳклеме кайса илтерчĕ. Могонин. Юмăç тесе, ăста пĕлекен çынна калаççĕ. || Знахарство, гаданье. Альш. Юмăçă укçипе (деньгами, полученными за гаданье) пуяймăн. БАБ. Вăл кун (?) çĕнчен мана пĕр пирĕн кӳршĕри юмăçа пăрахнă (бросившая ворожбу) карчăк каласа кăтартрĕ. Болезни. Паян ĕç тытас çук-ха; çав ача кĕнеке тăрăх юмăç пăхма пĕлет, тĕт-ха, кайса пăхтарас. БАБ. Эпĕ ĕлĕк, хĕр чухне, пĕр юмăçран юмăçа вĕренни çинчен (об учении колдовству) илтнĕ-ччĕ. Ст. Яха-к. Епле (какой) чӳк тумаллине эпĕ ăна халех юмăç çинче пăхса пĕлĕп (узнаю из гадания), терĕ, || Кан. 1927. № 237. Матка йăпăр-япăр Шĕнере, юмăçа тухса чупрĕ. Якейк. Опăшкине йомăçа янă. || Сред. Юм. Солланкаласа тăракан çынна, выльăха та: йȏмăç пăхать, теççĕ (говорят о сонном, пьяном человеке или о плохой скотине). || Йомăç, прибор для гадания. || Йомăç, отвес (у плотников). Шарбаш.

юмăç-карчăк

юмăç карчăкĕ, (-ы̆к), старуха йомзя. КС. Юмăç карчăк (вин. п. юмăç карчăка). М. Васильев. Мулларан урăх (кроме жрецов) кĕлĕ йĕркисене пĕлекен юмăç карчăксем пулнă. Вĕсем, çын чирлесен, чӳксем тунă, арçӳрисене çăкăр тураса пăрахнă, тухса, киреметсене, йăрăхсене сулнă. Вĕсем уншĕн укçа е пĕр-пĕр япала илнĕ. Ч.С. Юмăç карчăк юмăç пăхрĕ, тет те: акă кăна хума юрать, ку ята хурсан, сирĕн ачăр телейлĕ пулмалла, тенĕ. IЬ. Хай анне Натаси(?) ятлă юмăç карчăк патне кайрĕ. Анчах Натаси карчăк йӳмăçне пăхса яман, мĕншĕн тесен ун чухне чăхăсем кашта çине ларнă. Орау. Юмăç карчăк пек хампа хам калаçап. Разговариваю сам с собою, точно ёмзя. Собр. 233. Пĕр-пĕр çын халсăр выртсассăн, часрах е арăмĕ, е амăшĕ, е аппăшĕ юмăç карчăкĕ патне чупса каять. Вăл пырсассăн, вара юмăç карчăкĕ, хăйĕн пĕр тӳмме пек юмăç пăхмаллине енчĕкĕнчен туртса кăларать те, тути патне еççе, тута тавра çавăркаласа, çав киремет тытман-и? ку киремет тытман-и? тесе, тӳммине ярать те, çиппе сулкалама тытăнать. Тӳмми сулкалансан: çав киремет тытнă, теççĕ; тӳмми сулкаланмасан, урăх киремет тытнă, теççĕ. Вара тата пăхма тытăнаççĕ. Çапла вара юмăç пăхтарма пыракана суйса яраççĕ. Юмăç пăхтарса килсессĕн, киремете пăтăпа, юсманна чӳклеççĕ. Шăмат-кун пасара пĕр-икĕ пăт ыраш е сĕлĕ нухрат илме парса яраççĕ. Килте вăл вăхăтра тайăн сăра тăваççĕ. Тайăн сăра тусассăн, пасартан нухрат исе килеççĕ те, пăтăпала, юсманпала киремете чӳклеççĕ; чӳкленĕ чухне юсманне пĕртак (с «ĕ») чĕпĕтсе илеççĕ те, нухратпа пĕрле уя, ăçта киремет пур, çав вырăна пăрахаççĕ. Вырсарни-кун çитсессĕн, ир ирех, киремет сăрине, ĕстел çине çăкăр хурса, чӳклеççĕ те, пĕрне часавай патне, турра çурта лартма яраççĕ. Часавай патне çитсе, кулач исе, чӳклесен, пĕр татăк киремете: çытăр, тесе, пăрахаççĕ. Çав пăрахнă кулача пĕр-пĕр ула-курак е çăхан çысассăн: киремет çиленет, теççĕ. Кайран тата халсăр выртсассăн, тата турлетеççĕ. Ч.С. Çапла чирлесессĕн, анне ун патне ăна пăхтарма пĕр юмăç карчăкне илсе килчĕ. Изванк. Пĕр юмăç карчăкĕ ват чăха мăйĕнчен тытса: эсĕ урăх чун ан шыра, мĕн панине ил; эпир сана асăнăпăр, эсĕ пире ан асăн; мĕн тăвас, ним тума та çук; сана эпир ирĕксĕр вĕлермен, турă çапла тунă, эпир хамăр та ĕмĕрех пурнас çук, вилмелле, тесе, чăха пуса пăрахса, утса ячĕ (Поминки).

юпа уйăхĕ

назв. месяца, в новом понимании ― октябрь. Янгильд. Йопа уйăх ― октябрь. Ст. Чек. Юпа уйăхĕ, октябрь. N. «Поминки справляются главным образом в октябре, в полнолуние, но случается иногда на масляницу и на пасху». Макка 190°. Унтан вара, юпа уйăхĕ çитсессĕн, юпа тăваççĕ; юпана каçхине тăваççĕ. Кĕçĕр юпа, тесессĕн, ирхине юпа касма каяççĕ; юпа касма кайнă чухне, пĕр чăхă, çурă штух эрех исе каяççĕ; унта лашапа 3 каяççĕ; ăна вара исе килсен, пӳрте исе кĕреççе те, тӳшек çине выртараççĕ те, сăхман витеççĕ. Начерт. 93. Йопа-ойăх, ноябрь, месяц поминок. Шумерля. Юпа уйăх, ноябрь. N. Кĕр-кунне, юпа уйăхĕнче, вара çĕнĕ вилене, пумилкке туса, пĕтĕмпех ирттерсе яраççĕ, ытти вилнĕ çынсемпе хутăштарса яраççĕ; хăне ăрасна асăнмаççĕ вара урăх, ытти вилнĕ çынсемпе пĕрле асăнаççĕ. Юпа уйăхĕ — октябрь; ун хыççăн чӳк уйăх пулат.

лар

садиться; сидеть. В. С. Разум. КЧП. Ку çын лармасăртарах тăрать. Чуратч. Ц. Пукан çине (на стул) ларчĕ те, каçчен те тăмарĕ (просидел, не вставая). Артюшк. Вакона ларма вăхăт. Пора садиться в нагоны. N. Пĕр ларсан, тахçанчченех ларать вара. Если сядет, то сидит очень долго. Сред. Юм. Лар килте, кôтна хĕссе! Сиди знай дома! N. † Ларас тăрас саккине ука сарса хуччăр-и; выртас-тăрас выранне тӳшек сарса хуччăр-и. Çĕнтерчĕ 51. Паян ларас-тăрас килмест. Сегодня не хочется ни сидеть, ни ходить („стоять“). N. Мăн кĕрӳ пуринчен мала ларать, эллине сăра курки тытать; вара вĕсем виçĕ тапхăр тăрса лараççĕ; виççĕмĕш тапхăр тăрсан, сĕтел хушшинчен тухаççĕ те, каччин ашшĕпе-амăшне малти сак çине лартса, вĕсен умăнче икĕ тапхăр çаврăнаççĕ, виççĕмĕшĕнче пуççапма лараççĕ. N. Пĕр çулччин киле урапапа çунапа ларса кĕмест, анаçĕне (= ана çине) ларса кĕмест-тухмасть (молодушка). Б. Яуши. † Лаши лайăх, çуни лайăх лараканĕ çук. Юрк. Ун çумне кĕрӳ çуммĕн лараканни ларать. Юрк. Эпĕ, патша пулсан, ялан çапла кăмака çинче ăшăнса кăна ларăттăм. Ib. Икерчĕ çиме ларсан та, каллех çапла: ех, тет, эпĕ патша пулсан, яланах çапла çуллă икерчĕсем анчах çисе ларăттăм! тет. Сред. Юм. Ĕçессе нăмай та ĕçмен пик полчĕ, ларнăçĕм пôсать (постепенно пьянеешь) полас, ôра çине тăрап та, тайкалана тăрап. Чăв. й. пур. 23°. Хăй халĕ суккăр ларать ĕнтĕ, ниçта та тухаймасть. Регули 3. Вăл ĕçлеме ларать. Он садится за работу. N. Пит аван шыв хĕринче мĕлле пăр катăксем пĕр-пĕрин çине хăпара-хăпара ларса, каллех йăтăна-йăтăна анса кайнине пăхса тăма. || СТИК. Ларайман, ларса çитеймен, картне ларман (т. е. глупый). || Йӳç. такăнт. 52. Пурте кулаççĕ. Кĕркури, çиленсе, пуçĕпе сулкаласа, лара-тăма пĕлмест. Копăрла. † Ларас-тохас лайăх полтăр. Чтобы было хорошо с нею (с женою) выехать. Орау. Хăй ларса канимарĕ ĕмĕрĕнче (работала, не покладая рук). Туперккульос 25. Пӳртрен тухмасăр ларса ирттерсе, начар ӳсет, шурăхса каять (бледнеет). Сĕт-к. † Тантăш çони хора çони, ларса чопма шанчăклă. (Çăварни йорри). || Сидеть в тюрьме, под арестом. Альш. Елшелин хуралçисем кайса та лармаççĕ (не сидят в арестанской), ӳретникрен те хăрамаççĕ. Орау. Паян тăват тутара сут турĕç, тăватăшне те лармалла турĕç. Сред. Юм. Ларма кайнă. Пошел сидеть (в кутузку). N. Тĕрмере ларакансем, е персе вĕлернĕ çынсем хушшинче темĕн чухлĕ пĕр айăпсăррисем те лекнĕ (в 1906 г.): вилччĕр, ларччăр... тенĕ пек тăваççĕ. || Быть п. заседателем. Орау. Паян тăват тутара сут турĕç. Манăн тăватăшне сут тунă чухне те лармалла пулчĕ. || Сидеть на посиделках. Изамб. Т. Хĕлле хĕрсем ларма çӳреççĕ. Зимой девушки ходят на посиделки. Альш. Пĕр-пĕрин патне ларма çӳремелле. || Гостить (о девушках). N. † Ларма килнĕ хĕрсене алă çинче вылятрăм, ларма килнĕ хĕрсемпе хытăрах выльăр, ачисем! ЧП. Ларма пырăп. Сред. Юм. Ларма кайнă (девушка пошла, поехала в гости к родственникам). || Справлять (о некот. обрядах). Ст. Чек. Вара кĕрешченке кунĕ каçпа хĕр сăри? лараççĕ. || Сидеть в старых девах. О сохр. здор. Вăл тĕлĕшрен чăвашсен йăли пит аван: вĕсенĕн хĕрĕсем çирĕме, çирĕм икке çитсен тин качча каяççĕ; çирĕм пилĕке çитичченех ларакан та пулать вĕсен. Янтик. † Пиреех те çырнă çын ачи лартăр халĕ çулĕ çитиччен. || Сидеть на яйцах (о наседке). Ст. Чек. Ларат (чăхă ларат). Сидит на яйцах. Альш. Чăхă ир ларсан, тырă пулат, тет. (Примета). || Стоять, находиться (о вещах и предметах). N. Чăматан ларат. Стоит чемодан. N. Карташĕнче вăрманти пек курăк шăтса ӳссе ларнă. ЧП. Çеçен хир варринче пĕр хурăн, лартăр-а хирĕн илемĕшĕн. Янш.-Норв. Пирĕн çумра (рядом с нами), йывăç пахчинче, пĕр кĕлет ларать. ЧС. Темĕн чухлĕ пичке ларать. Стоит много бочек. N. Унта пилĕк мишукпалан çăнăх ларнă. Там стояло пять мешков с мукой. N. Чӳрече çинче кăкшăмпа (в кувшине) шыв ларать. N. Улăм урисем темĕн чухлĕ лараççĕ. N. Вăрман ларать сип-симĕс. N. Тепĕр пуçĕнче тутлă шерпет ларат, сим-пылпа тутлă шерпет хушшинче ылттăн тарилкке ларат. Орау. Ку шыв пӳртре виç сахат ларнă. N. Тинĕс патне çитсен, тинĕсре пĕр карап ларнине курнă. Ядр. † Эпир çăварни чупнă чух ларан-йывăç хумханать, выртан каска тапранат. Могонин. Ларан йывăçа хоппине сӳсен, мĕнле хăрса каять, çанашкал çав çын хăртăр, тет. N. Ăçта-килчĕ-унта хупахсем, хытă курăксем унта-кунта ларатчĕç. Торп-к. Урапи чупмаçть, тет, пĕр вырăнтах ларать, тет. Орау. Ку йăвăçăн тымарĕсем çирĕп халь, нумай лармалла. Дерево крепко держится на корню. Тогаево. Онччен те польмин, пĕр пысăк икĕ хутлă пӳрт лара парать. Эпир çур. çĕршыв 15. Ту вĕçĕнче чылай аслă униче (укăлча) выртать. Кунта, хапха патĕнче, ял юпи ларать, халăх пӳрчĕ ларать, вут сӳнтермелли машшин, пичĕке, пакурсем, тата урăх хатĕрсем лараççĕ. || Остановиться (в движении). Орау. Армансем ларчĕç (иногда говорят: шыва ларчĕç). Мельницы (водяные) остановились (стали) от половодья. || Устояться (о пиве). Якейк. Пирĕн сăра ларсах çитмен-хе (не устоялось после процеживания; дрожди еще не сели на дно). || Осаждаться. N. Хăйăр тырă акас вырăна та ларать, çарана та ларать. || Широко задевать основанием. Орау. Суха-пуç ытла ларса пырать, ăнмарĕ („купташки“ своей выгнутой поверхностью задевает за землю. Зависит от неудачной установки сохи). || Лежать (о вещах). Çăкăр кăмакара ларат (но: çăкăр сĕтел çинче выртат). || Находиться (о корнях растений). N. Темĕн пысăкĕш йывăçсен те тымарĕсем çиелтех лараççĕ. || Упасть (о стреле). Абыз. Ухă çав старикĕн пӳрт çине ларнă. N. Йывăç юппине (на развилину дерева) юр ларнă. || Садиться, становиться плотнее. Орау. Çуркуннехи çăмăрпа çĕр ларать, теççĕ ваттисем. || Замерзать (о реке и пр.), о ледоставе. Альш. † Çерçи чак-чак тăват-çке, Атăл пăрĕ ларат-çке. АПП. Сивĕ енчен çил вĕрсессĕн, Атăл ларнине çавăнтан пĕл. || О снеге. Девлезеркино. Юр ларчĕ. Снег сел (осел). || Выправиться (о вывихе). ЧС. Ĕнтĕ, кин, ачун алли ларчĕ. N. Нумайтарах, ĕçлесен унăн алли-урисем каллах хытса ĕлĕкхи вырăна лараççĕ. || Отзываться, вредить. Изамб. Т. Лашана кĕçĕнтен йывăр турттарса çӳретсен, лашан куçне ларат (ослабеваег зрением), теççĕ. N. Ытлашши çийӳ чире ларать. || Осесть (о строении). Альш. Пӳрт ларнă ĕнтĕ пирĕн (осел). || Иваново. Урай хăмисем, никĕс пĕренисем, тата кăмака ларса юлнă (остались без осадки). || Сесть (о материи). Трхбл. Брюки ларнă. Брюки сели. || Оседать. Туперккульос 4. Çын çăварне, сăмсине ленкеççĕ, кăкăра лараççĕ, тĕрлĕ май çын ăшне ленкме пултараççĕ (бактерии). || Загрязниться. АПП. † Сакăр тиртен çĕлетнĕ сар кĕрĕке кирĕк лармĕ, тесе, пĕлтĕр-им? В. Байгул. † Çуса çакнă шур сурпанне кирĕк лармас, терĕç пуль. || Увязнуть, застрять. О сохр. здор. Е, апат çисен, шăл хушшине пĕр-пĕр япала ларса юлса çĕрсе тăрать. Кума-к. Эпĕ лапрашне (= лапра ăшне) антăм-лартăм (вдруг очутился в грязи, в топком месте). Шурăм-п. Филип сурăх хыçĕнчен чупрĕ, анчах ури пылчăка ларнипе кайрĕ-ӳкрĕ. Чув. пр. о пог. 304. Пăр ларса йолсан, çул йывăр пулать. Если лед останется (на берегах), год будет тяжелый. || Заходить (о солнце). N. Хĕвел анăç хĕрелсен, пĕлĕте ларсан, çăмăр (тăман) пулать. || Прибавлять (ветви, коленца). Альш. † Мĕшĕн кĕрлет-ши çав хăмăш? Сыпăкран сыпăка ларасшăн. Ib. † Мĕшĕн шавлат-кĕрлет çав вăрман? Туратран турата ларнă, тет, çав вăрман. Карабаево. Улма-йывăççи çеçкене ларса иртнĕ. || Закалеть. Ст. Чек. Çăккăр вут начар хутнипе (от плохой топки) пиçеймесĕр ларса каят (около нижней корки тесто уплотняется и не пропекаетcя). || Заниматься; служить. Туперккульос 18. Пĕр туперккульос чирĕ çинче кăна ларакан тухтăр çав чир çинчен, çĕнĕ япаласем мĕн тухнине (напр., открытия в области медицины) пĕтĕмпе пĕлет. ГТТ. Ача-пăчапа пурăнакан çынна, ку ĕç (литературная работа) çинче кăна ларсан, пурлăх тĕлĕшĕпе хĕнтерех пек (трудно с экономической стороны). Орау. Кунăн çĕрĕн хут çинче ларакан çын шурса каять (бледнеет). Образцы. Ай-хай, хĕрлĕ чĕрем, çутă сăнăм, шур хут çинче ларса шурăхрĕ. Истор. Ялан ĕç çинче ларса, тата ытларах сывăмарланнă. N. Çирĕм пилĕк çул тиякра ларчĕ. N. Вăл ĕç çинче лармаççĕ вĕсем. Они этим делом не занимаются. Яжутк. † Пуртă тума тимĕрç çук, тимĕрç ларма çырма çук. || Расположиться, расселиться, поселиться. Юрк. Тинĕс хĕрринче ларакан хула. Ib. Эпĕ пурăнакан савăт (завод) пит аван çĕрте, çаранта шыв хĕрринче ларат (расположен на берегу реки). Янших. Б. Сăр шывĕ хĕрринче ларат (город). Юрк. Чăвашсене ытти çынсенчен уйрăм ялсемпе ларма хушнă. Демид. Пурăнсан-пурăнсан, кун патне таркăнсем, вăрăсем килсе лара пуçларĕç, тет. || Приставать, прилипать. Орау. Тĕмпек (ял) тăнĕ (глина) лармаçть (т. е. не держится), умпа кăмака шăлма юрамаçть урăх. Якейк. Ларать = çыпăçать. Ib. Кăçалхи пак çор аки тума çăмăлне корман: пĕре те лармаçть. Ib. Хăш çол çĕртме тунă чохне те ларать (= тăпра соха тимĕрпе калак çомне çыпăçни). Ib. Олăхри аная тунă чох ларса пăçлар, аран туса пĕтертĕм. КС. Суха-пуç ларать (накопляется земля, и она плохо пашет), вара ăна карлавпа тĕкеççĕ. || Приставать, останавливаться где-либо (о пароходе и т. п.). N. Çак пăрахот Шопашкара (-ра) ларать-и? Пристает-ли этот пароход в Чебоксарах? N. Пăрахот Шопашкарта лармарĕ. Шурăм-п. Халĕ Кĕнер-вăрри çыннисем чухăнланса кайнă. Пăрахут тахçанах ларми пулнă. Альш. Пулăçăсен киммисем лараççĕ унта. || Обходиться, constare. N. Мĕн чула ларчĕ? Во что обошелся (о цене). N. Хаклă çĕр илекене пит хакла ларать. || Получить убыток. Орау. Халь çăмартана кайсан, аллă тенкĕ ларнă, тит. || Остаться, проиграть (в картах). Сред. Юм. Кама ларчĕ? Кто остался? (во время игры в карты). Янш.-Норв. Лартăм. Я проиграл (в шашки). || Обмануться. N. Лаша илесси пит пысăк ĕç, ларасси нимĕн те мар (очень легко). || Находиться в сохранности, храниться. Полтава. Ăçта мулсем ларнине (где скрыты клады)... || Глохнуть (об ушах старика). ГТТ. Манăн хăлхасене ларнă çав ĕнтĕ, илтми пултăм. || Выходить (об урожае). О земл. Çĕнетнĕ çĕр тырра ĕлĕкхи пекех çимĕç парса тăрать, вара унта тырă аван ларакан пулать. Ib. Хура тăпра çинче малтан урăх япала хушмасан та, тырă аван пулать; анчах кайран-кайран вăл çĕр çинче те тырă ларми пулать. Альш. Кăçал тырă начар пулчĕ те, анара пит нумай пулнинче саккăршар урапа, унтан вара чухрах (похуже) пулнисенче пилĕкшер, ултшар урапа ларчĕ, теççĕ. Сорм-Вар. Ахматяк калать (медведю), тет: кашни çапмасерен (= çапмассерен) пĕр пăт çу ларать (каждый раз, как ты меня стукнешь молотком, на мне наростает пуд сала), тесе калать, тет. || Накопляться. О земл. Выльăх айне улăм сарсан, навус ытла лармасть. || Юрк. Шыва лар, быть затоплену водой. || Об обычае созывать знакомых к умирающему. ЧС. Анне вара пиччене атте çинче ларма çынсене чĕнтерсе килтерчĕ (велела позвать). N. Çын çинче ларни. || Доходить, попадать. Яргейк. Урпа утмăл кунта кĕрекене ларать, теççĕ. || Наступать. КС. Кĕр ларчĕ. Наступила осень. (Хĕл ларчĕ, но: çу килчĕ, çур килчĕ; Орау. Хĕл ларсах каять-и ĕнтĕ? Неужели уж так рано начинается зима? || Оказать действие. N. Ăна ларнă. Оказало действие на ум. || В качестве вспомог. гл. Сятра. Сан пит çине мĕнешкел (мэ̆нэ) моклашка токса ларса? N. Курăксем ĕнсе ларчĕç (выгорели от зноя). К.-Кушки. Эпĕ пĕрре шыв хĕрринче нуммай çĕрле пулă тытса лараттăм. Однажды поздно ночью я ловил на речке рыбу. Виçĕ пус. 17. Тăваттăмĕш çулне çĕрте курăксене кирлĕ япаласенчен виççĕшĕ тăнчах пĕтсе ларать. Ib. 19. Пĕр çын, ашшĕ амăшĕсем вилсен, ниме юрăхсăр хăйăрлă çĕр хуçи пулса ларнă. Кан. Мунчине вара шыв тухса ларнă. Яхать-Ошкăнь. Тар тохса ларать. Выступает пот. Букв. 1886. † Сĕт-пыл тулса ларинччĕ (см. сĕт пыл). Альш. Кас çĕнĕ пулса ларчĕ хайхи. Обстроился снова (после пожара), обновился (квартал). Ib. Пăхатăп – тиенсе те ларнă пирĕн лав (нагрузился). Яргуньк. Пуç тăрисене (на головах у них) улмуççисам шăтса, çитĕнсе, улмисем те пулса ларчĕç, тет. Синерь. Вăл, шаларах (дальше в воду) кĕрсе, хулне чăссĕр (= чăсрĕ), тет те, хулĕ сыпăнса ларса (обрубленные руки снова наставились), ачисене (своих детей) тытрĕ, тет. Сунар. Сăрт ĕлĕкхи пекех хăйне хăй хупăнса ларнă (холм закрылся снова сам собою). Орау. Вилнĕ çын чĕпĕтним сана, пĕтĕм çан-çурăмăнта, аллу-урусенче кăвакарса ларнă вырăнсем (синяки) пур? Ib. Сĕтел çинче ламппи çунса ларать (горит). N. Кам хăй валли инкек-синкек шыраса çӳрет, çав ăна чăнах та тупса ларать. БАБ. Эпĕ пăхрăм пек те, пĕр хуран сăмала вĕресе ларнине куртăм пек (во сне). N. Ĕлĕк вăл (это) çын ячĕ полнă, онтан сомах полса ларнă (стало нарицательным именем). СВТ. Çитменнине тата шатра чирĕнчен кайран (после оспы) нумайĕшĕ, чĕлхе çĕрсе, чĕлхесĕр пулса лараççĕ. N. Хăй пурăннă кун-çулĕнче пĕтсе, çĕрсе ларнă çĕртен пире çутта кăларчĕ (он). Пшкрт. Вырăсла пет йосон соляма (очень хорошо говорить) вĕренсе лартрăм (или: лартăм; научился). КАЯ. Ĕнер Тумия урнă йытă тулланă; урмалла-мĕн пулсан, мĕн курса ларас-ха! (что станем делать). Трахома. Тата пĕрер çул иртет те, хай сирĕн пĕлĕшĕр суккăрах пулса ларать. В. Олг. Онăн учĕ перĕн тырă çине вĕренсе ларса (повадилась). Изванк. Пирĕн пӳртре, ăçта кирлĕ унта (где ни попало, везде), çуртасем çунса лараççĕ (горят). Панклеи. Сĕрсенех (как только помазала), ачана ӳт илсе ларчĕ (наросло тело). Ib. Вăл пыркаласан-пыркаласан, çол йăлтах пĕтсе ларат (дорога кончается). Синерь. Кăмакара этем аш вĕресе ларать, тет. (Сказка). Кан. Çап-çуттăн курăнса, каллех тĕттĕмленсе ларчĕ. N. Тата темиçе анпар (так!) тырă туллиех тулса ларнă, тыррисем алăкĕсенчен тулалла юхса ларнă (сыпался), тет. Цив. Шыв тӳрех пӳрте кĕрсе ларчĕ. Вода сама вошла и поставилась в избу. N. Хайхи салтак тухрĕ; как тухрĕ, хайхи çутă сӳнсе ларчĕ. Никит. Питне-куçне хĕп-хĕрлĕ шатра пекки тухса ларчĕ. Ib. Лешĕ кушак-мĕн пулсан, ăна патакпа шаккаймалла-мĕн, вара вăл каллах çын пулса ларать (превращается в человека). N. Анса лар, спуститься; закатиться (о солнце). N. Чунлă япаласем çумне çыпăçса лармашкăн е çекĕлсем, е тăрăнмалли сăмсасем, е чĕрнесем ӳссе лараççĕ (у растений). N. Тепĕр куна хăварсан, вăл хытса ларать те, кирпĕч çапма хĕнтерех пулать. N. Çамрăк арăм çапла пулса ларнинчен пĕтĕм ял тĕлĕнсе, ăсран-халран кайнă (изумилась). Сборн. по мед. Пĕтĕм çан-çурăмне шатра тухса ларать. Абыз. Çĕлен çапрĕ те, Иван пакăлчак таран анса ларчĕ (в землю). Синьял. Турипе сулчĕ, тет те (он махнул гребнем), тинĕс пулса ларчĕ, тет. N. Вĕсемсĕр пуçне хула та пулса ларас çук (не оснуётся). N. Куçса лар. N. † Килкарт варнчи çармăк хорĕн (= хурăнĕ), кăçал касман полсассăн, ватăлсах ларĕ, терĕр поль. N. Мучи куçне шур илсе ларĕ. (Карнăк шăнни). У старичка сделается на глазу бельмо. (Замерзание окна).

лаша

(лажа), лошадь. Изамб. Т. Эпĕ часрах вите патне чупса пырап. Унта ик лашаран пĕр лаши те çук. N. Лаша ахаль çĕрелле тапса ячĕ. Лошадь лягнула по воздуху. Пĕр лашапа килтĕмĕр. Мы приехали на одной (т. е. лошади). Н. Седяк. Лашан çуначĕ курăнми çунать (крылья) пулать, теççĕ; ун пек лаша питĕ шеп; ун пек лашана çывăрнă чух кинет (вдруг) тăратсан, вилсе каять, теççĕ. N. † Çил-çунатлă лашана тыткалама кайăк-чĕрелĕ çынсем кирлĕ уна. Регули 618. Лаша ман аттиран илни лайăх. Якейк. Лаша (или: ут) çавăрса кил. Подавай лощадь (напр., если она стоит под навесом). Ib. Лаша исе кил. Подавай лошадь (если её не надо повёртывать. Здесь говорят только: „ут кӳлес“, а не „лаша кӳлес“). Альш. Пӳрчĕсем хыçĕнче, пӳрчĕсемпе пĕр вĕçрен кĕлетĕ-лаççи, лаши-вити. ЧС. Пирĕн пĕр çӳрен лаша пурччĕ. Вăл питех пысăк марччĕ, хӳри кĕлте пек пысăкчĕ, чуманрахчĕ, анчах туртасран (что касается возки) хăй лавне урăх лашана туртма памасчĕ. Б. 13. Лаша пуласси тьыхаран паллă, çын пуласси ачаран паллă. (Послов.). Букв. Лашаран çӳлĕ, автантан лутра. (Йĕнерчĕк). Стал-Яуш. Унтан тата пĕр ватă çын пире каларĕ: кайса пăхăр лашусене, терĕ. Шурăм-п. 13. Танлашсан-танлашсан (поспорив), пĕри, апла пулсан, лаша урлă пуртă тытар! тет. Лешĕ: юрĕ, юрĕ, тытăпăр, тет. Лашана илсе тухрĕç те, каçанĕ урлă (через ее спину) пуртă тытрĕç. Çак çын чăнахах утă çăлса кайнă пулсан, лаши вилмелле, тенĕ. Анчах вилмерĕ. Утта вăл çăлман, такам ют çын çăлса кайнă. Ст. Шаймурз. Тĕлĕкре ялтан лаша кĕтĕвĕ хăваласа кайсассăн, çынсене ялтан вăрçа хăваласа каясса. Юрк. Ураписем пысăк: хăш урапине икшер, хăшне виçшер лаша кӳлнĕ. N. Пирĕн патра кирек хăçан та, каç пулсан, ачасем лашасем çитерме уя е вăрмана кайса выртаççĕ. Вишн. Лаша хăй çинĕ хăклăх анчах ĕçлемест. N. Вăл икĕ лашапаччĕ: пĕри хураччĕ, тепри хура турăччĕ. Мыслец. Лаша урлă алă парам! (Клятва, уверение). Сред. Юм. Лаша копарчи тесе, лашан кайри ôри тĕлĕнчи каçанне калаççĕ. Ib. Лашана илсе кил. Приведи лошадь. (Кӳлнĕ лашанах пăртăк аякрарахран илсе пыр, тессине калаççĕ). Ib. Лашана çавăрса тăратрăм. Я подал лошадь. Ib. Лашана çавăрса патăм. (Лашана пăтратса патăм, тессине: лашана çавăрса патăм, теççĕ). Тогаево. † Пирĕн лаши лашалла, ешчĕк çинчи çăмарта пек. Изамб. Т. Хăшĕ пысăк „лаша пусакан“ çĕççине сулланă. Иные потрясали большими ножами. СПВВ. Х. Лаша пӳленнĕ. Орау. Лаша çамрăк-ха, йăвăр ĕçпе ытла лутăрканать. N. Лашапа пыра-пыра илме хушать пулмалла. Видно велит приезжать за ним на лошади. Г. А. Отрыв. Çумăра хирĕç тăракан лаша çунатлă, тет. Сунчел. Ах, турă çырлах, лашисем, пĕккисенчен çӳлĕ пуçĕсем! К.-Кушки. Лашана тилкепе хур. Взвозжай лошадь. Якейк. Çынăн окçа сахал полсан, калать: паян пасарта пĕр лашалласкер тупса илеймĕп-ши, тет (купить бы мне какую нибудь лошаденку на эти деньги). N. Лашасемпе çӳремен. Не ездил на кормёжку. N. Лашана тыткалама (обращаться с лошадью) пĕлмес. N. Вăл лаша таврашне пырса çулăхман, çавăнпа лашан йĕркине пĕлмес (не умеет обращаться с лошадью). N. Вăл лаша таврашĕнче çӳремен (не обращался с лошадью). Çĕнтернĕ 44. Лаша тăрасшăнах мар, татса каясшăн. Пухтел. Лаша мурĕ (гов. о крутой горе). || Мерин. Слакбаш. Ку лаша-и, кĕсре-и? Это мерин или кобыла? N. Кастарнă лаша или хусах лаша, мерин. || Импотент. Городище. Лаша (= мерин) — мужчина, страдающий половым бессилием. Ib. Хĕветюка лаша тунă. Федора лишили опособности вступ. в п. сн. || Килевая кость. СТИК. Автан-чăххăн таçтĕлти шăммине лаша теççĕ. Арçын ача çав лашине çисен, ун лаши ывăнат, тет. (т. е. устает лошадь в дороге. Поверье). Изамб. Т. Чăххăн лаши пулат („кость между ног’’). Сред. Юм. Лаша (кость у птицы). У куриц, на нижней части тела, есть особая тонкая, большая кость, которую называют этим именем.

лаша шалçи

(-зи), прикол для лошади. Сенг. Эпĕ чупса карăм та, пĕр лаша шалçине туртса кăларса, урăх вырăна кайса çапрăм. См. лаша пăти.

лек

(лэк, лэк), попасть (в кого, во что); попасться, зацепиться. Иванова. Манăн чул йытта лекмерĕ, чӳречене лексе ватрĕ. ЧС. Эпĕ хам та çавăнтах темĕскер лексе чирлерĕм пулĕ, тесе шухăшларăм. Я думал, что и я тоже захворал оттого, что что-нибудь мне „попало“ (пристало). СКАЗЗ 64. Сĕрĕм лекрĕ мана. Я угорел. N. Чăн малтан лекнĕ пулла ил. НАК. Пăшалпала виçĕ хут петĕм, ыйту лекмерĕ (не попало). N. Пĕр лексен, лекĕ-ха! Пухтел. Туран çил пулсан, лекмес (не попадает). Сред. Юм. Ытах та пĕрте лекеймен сана; пăртак лекме те кирлĕ те, пĕчиккĕ те мар та ĕнтĕ... (пора бы уж тебе понимать). Ib. Ах торă! пирĕн (ятне калать) пит вичкĕн, чĕлхе-çăвар лекмес те вит йăмахланă çĕрте (боек на язык). || Прийтись. Хăр. Паль. 37. Çăмăр пуснă пирки кусен ирĕксĕрех лăрма лекнĕ (пришлось). N. Çавăнпа эпĕ: выçă пурăнма ан лектĕр, тесе, урăх ĕçе тытăнасси çинчен шулăшла пуçларăм. || Случаться (с кем). Хĕвел, № 1. Пĕрне хуйхă лексессĕн, ăна пурте пулăшма тăрăшаççĕ. || Доставаться. Никит. † Хĕр тиркекен ачине майĕпеле хĕр лекет.

лӳк

то же, что йӳп. ПТТ. Çак тĕрлĕ халăх пухăнса, çак тĕрлĕ хисепленипелен те лӳк курмасассăн, урăх вара тĕрлĕ-мерлĕ ыйтса ан аптăратăр. (Из моленья в калăм-кунĕ). Ib. Питĕркке, çырлах, лӳк кур, ырă сунса сана ĕçкĕ паратпăр! (Питĕркке шăтăкĕ).

лăнк-ланк

(лы̆ҥк-лаҥк), подр. неодинаковым подпрыгиваниям и таким же качаниям в стороны. Сред. Юм. Тарантас сакалтасĕнче лăнк-ланк çиç сиксе пырать. Хурамал. Тикĕс мар çул çинче (на неровной дороге) урапа лăнк-ланк туса пырать (чĕтресе пырать). Тюрл. Лăнк-ланк солланчĕ. Якейк. Холха-чиккинчен (по области уха) патăм та (ударил), лăнк-ланк! солкаланса анчах карĕ. Ib. Митьок (Никита) пасартан лăнк-ланк откаласа килет. || Полр. походке человека; то-и-дело оступающегося (если он оступается чаще, то скажет: лăнкки-ланкки). Цив. Лăнк-ланк (или: лăнкки-ланкки) кайса пырать. || Подр. редкому лаю. Орау. Йыттисем (собаки) ланк-ланк вĕркелерĕç, тит те, чупа пачĕç, тит, килнелле. Ib. Тăрса итлеп те, таçта пĕр йыта лăнк-ланк вĕрет (подр. ночному лаю), урăх ниçта та пĕр çын сасси илтĕнмест. Нюш-к. Лăнк-ланк йăтă сасси („легкий лай, с перерывами, но с раздражением“). || Подр. будтыханью воды в посудине. N. Лăнк-ланк туса пырать (напр., в посудине за плечами). || Немного. Б. Олг. Эп поскилте илтрĕм, тет, çа (= çав) çын çинчен воратчĕç лăнк-ланк, темĕскер воратчĕç. Лăнк-ланк хăлхая кĕрчĕ, тет.

май

сторона. N. Пĕр май (= майĕ) хир, пĕр май (= майĕ) вăрман (вăлă кĕрĕк). N. Ашăн (мясо) тепĕр майĕ шыв çине пулать. N. Патака (палку) тытатăп та, тепĕр май çавăрса хуратăп (кладу другою стороною). Альш. Вăл куçсенĕн („куç“ здесь — один из прямоугольников, на которые разбито поле) пĕр майĕ 160 хăлаç, тепĕр майĕ 150 хăлаç, теççĕ. Рукоп. календ. 1908. Пĕр майĕ типсен... Когда высохнет одна сторона... Альш. Урамĕсен майĕсем, сарлакăшĕ, тăрăшĕ. N. Кашни йывăçа лартнă чухне ăна малтан пăхатăн: хăш майĕ унăн кăнтăр енче пулнă, хăш майĕ çурçĕр енче. Вара лартнă чухне те кăнтăр енче ларнă майне кăнтăр енне тăватăн, çурçĕр енче ларнă майне-çурçĕр енне. Т. II. Загадки. Пĕр май пăхсан курăнать, тепĕр май пăхсан курăнмасть. (Чĕрне). Ивановка. Пĕр майĕнчен (с одной стороны) — аттесем пĕлмен пирки, тепĕр енчен — хам йĕркине пĕлменнипе. || Направление, сторона. Альш. † Эпирех каятпăр киле май (по направлению к дому), пирĕн кӳлнĕ утсем çиле май. Ib. † Хура шывсем юхат аната май, сарă хăмăш тайăлат шывалла май. Толст. Пĕр чĕнмесĕр килелле май ута пачĕ, тет. Букв. 1908. Чан сасси илтĕннĕ май кайнă та, килне тупнă. N. Унтан вара лашипе таврăннă (с кладбища) маях (т. е. во. время возвращения на лошади) — пĕр ачана ял тавра кăшкăрса çӳреме яраççĕ. (Похороны). Чув. пр. о пог. 134. Çавра çил хĕвеле май çавăрăнать. Вихрь всегда вращается по солнцу. К.-Кушки. Пĕр май туртсан, çурăлмас; тепĕр май туртсан, çурăлат (сукно). N. Капла май, в этом направлении, в эту сторону. Юрк. Виç хут хĕвел майĕ çаврăнаççĕ. Они объезжают трижды пôсолонь. Янтик. Хăш май кайсан, лайăхрах пулĕ-ши пире. Айта кайăпăр шыва май. ЧП. Вуник хурама пĕр кăкран, кашни турачĕ çил майне (çил майлă, çил енне). Хĕн-хур. Кайма Ануша çиле май пулнă, çавăнпа вăл хытă утнă. Менча Ч. Унпа пĕрле пӳртри çынсем пурте, ура çине тăрса, пĕр чĕнмесĕр кĕлтăвакан май пăхса, чӳклекен сăмахсене итлесе тăраççĕ. Толст. Пĕр чĕнмесĕр килелле май ута пачĕ, тет. Шел. 61. Çуркуннехи ăш хĕвел сиксе тухрĕ хĕрелсе, ялтартатса, ялкăшса, çӳлелле май çĕкленсе. О сохр. здор. 99. Çулла çав шăтăка маях уçă тытас пулать. ЧС. Яла çитрĕмĕр тепĕр çын хапхи умĕнче ача кӳми ларат, кӳми çине тĕкĕ майĕпе (шерсть вверх) кĕрĕк витсе хӳнă. || По пути. N. Мана май каякансем те пурччĕ. Мана май килекенсем те пурччĕ. N. Пасара кайнă майпа çавăн патне кĕрсе тухас халь! По пути на базар надо зайти к нему! N. Çул çӳренĕ майпа кĕркелесе тухкала! Заезжай по пути! || В перен. см. (сторона). Арç. Çылăх майне каякан. N. Каллех укçа ыйтаççĕ. Ку каллех нимĕн май калама та пултараймаст. Конст. чăв. Ĕнтĕ çутăлас майне кайнăччĕ пулĕ. Вероятно, уже приближался рассвет (дело шло к рассвету). Макс. Чăв. к. I, 54. Микула çитет — вăйя май, Хăят çитет — ĕçе май. Приходит Никола — дело идет к хороводам; подходит ярмарка в Кияти — дело идет к страде. Полтава 9. Çамрăк чĕрен шухăшĕ куллен-кунах урăх май (иная). Сам. 3. Тĕрлĕ халăхсен пурнăçне сăнанă май, вăл салтаксемпе рабочисен сăйне (слой), тата ыттине тепĕлет. Юрк. † Хир-хир урлă кайса, тус пултăм, хамăра килме-кайма майĕшĕн (чтобы было к кому ходить в гости, чтобы было кого навещать). || По. N. Шыва май яр. Пусти по течению. Кĕвĕсем. Çирĕк çӳлçи çиле май, вĕрене çӳлçи хăйне май. Ăсатассăр пулсан, кил ăсатăр: пирĕн кӳлнĕ утсем киле май. N. † Сикрĕм-лартăм кимĕ çине, юхрăм-кайрăм шыва май. (Хĕр йĕри). Вопр. Смоленск. Пысăк шăва май пĕлĕтсем юха пуçласан, çăмăр çăват. Если облака идут по течению большой реки, то будет дождь N. Çырма тулли шыв юхать, шывĕ майпе чул çавăрнат. ТММ. Лаши май пуши. По лошади и кнут. N. Лаши май нушши (= пуши), çӳпçи май хупăлчи. (Послов.). || Вследствие. Толст. Хăйĕн салтакĕсене уйăрăлса каяс майпа (на расставаньи) тăватă витре эрех лартнă та, кайма хатĕрленнĕ. Ib. Урапи (колесо) çаврăннă майпа пуканисем (приделанные к валу колеса) сиксе тăнă. || Повод, причина, случай. ЧС. Курма пыма май пултăр, тесе... Чтобы был повод притти повидать. N. Ман çырăва çĕмĕрнĕ майпа ятне çырман пулĕ. Не написал имени, потому что вскрыл мое письмо. Б. Яныши. Эпир ĕшлепке тунă майпа сисмен те, çакут шыв хĕрине пынă та, ĕçме тапратнă. Якейк. Вăл вăсене тавăрмашкăн тахçанах май шыратьчĕ, паян тин топпĕр (тупрĕ). Он давно искал повода досадить им, наконец теперь нашёл. ЧП. Хĕрсем кайса пĕтсессĕн, пире выляма май ӳкнĕ (выпал случай поиграть) Кан. Югослави правителстви хăйне хирĕç тăракан хорват халăхне пусарса лартас майпа (чтобы...) Хорватири пуçлăхсене улăштарма тытăннă. КАЯ. Пĕр пĕр кĕсене (= кусене, этих) улталамалла май çук-ши тесе, шухăшла пуçларăм. || Способ. Шурăм-п. Çимен „физика“ пĕлмест пулсан (та), Мариье сахалрах тивмеле май тупрĕ. Б. Хирлепы. † Апай пачĕ уй хĕрне (на край степи): шăнса вилтĕр, терĕ пулĕ, хамăр та майне пĕлетпĕр. Абыз. Епле майпа вĕлерес (его) теçе, вăхăт шыранă. ЧС. Çынсем хай луçа (= пăшие) çырмаран ниепле майпа çавăтса хăпартаймарĕç. БАБ. Çав киреметсене пуç-çапма пĕтĕмпех ак епле майпа пăрахнă. Якейк. Эпĕр майне пĕлетпĕр, шăва кайса вилес çок. Найдем способ не утонуть. N. Вĕсене хăтарма пĕр май анчах. Ст. Чек. Урăхла вĕлле тума май тупнă. N. Пурте пĕрле канашласа, терлĕ майран шухăшласа, чухласа, халăха мĕн кирлине туса татаççĕ. Ау 383°. Май пĕлекен çу çинĕ, тет. (Послов.). Тюрл. Порăнăç тытмашкăн май пĕлет. О сохр. здор. Анчах унтан епле хăтăлмалли майне пĕлеймест. Ib. Çын ăшне вĕсем (глисты) тĕрлĕ майпа лекеççĕ (попадают). N. Ку упа пĕренене темиçе май та тĕрткелесе пăхрĕ, тет, анчах пĕрени кăна шав (всё) тавăрмасăр хăвармарĕ, тет. || Сноровка. Альш. Кĕрешме май кирлĕ. Для борьбы надо иметь сноровку. Ib. † Хурчăка тĕк маттур ачасем хăйне май хăй шырат-çке. ПВЧ. Хăйсем майне пĕлмеççĕ те, хăйсем сĕнме пĕлмеççĕ (не знают порядков, не умеют подносить). || Возможность. Ст. Чек. Май пусан, тутарла вĕренĕттĕм те, май çук. N. Май пур-и? Есть ли возможность. N. Манăн тарса хăтăлма май пĕтрĕ. Бес. чув. Унăн салтакран юлма майĕ пулман. Якейк. † Тĕпĕр-тĕпĕр туй килет, пӳртекинче май килет. (Ахăрни çинчен). Сĕт-к. Апла калама май килет. Так можно выразиться. || Из-за. Кан. Утă çулас вăхăтра час-часах çăмăрсем пулкаланă май кăçал Турхан çыннисем çарансене хăвăртрах пуçтараймарĕç. || По шерсти (иносказат.). N. Май юрать, хирĕç юрамасть N. „Счет степеней у некрещеных чуваш такой же, как и у нас. В кровном родстве брак дозволяется только в 7-ой степени. Но в других видах родства, брак позволяется и в близких степенях. Так можно женитьься на свояченице, на племяннице своей жены, на жене умершего брата. Как говорят они: „Май юрать, хирĕç юрамасть“. Сред. Юм. Май-тăк май, май мар-тăк марш! (Если ему в должности живется хорошо, то он будет тут жить, а если плохо — уйдёт). К. Кушки. † Манăн вăта пӳрнери кĕмĕл çĕрĕ ялан купăс кĕвви май çаврăнат. || Лад. Лашм. † Хамăра маях çавăртăмăр (невесту). N. Пирĕн пурсăмăрăн та çавă ултавçă юмăç патне каяс пулмаç, вăл тем те хушать; юмăç вăл шуйттанпа пĕр май (заодно с чортом). Баран. 73. Ĕç май пулмасан (если дело не шло на лад), вĕсемпе пĕрле хуйхăрма хатĕр тăнă. N. Тусне те хăй майне çавăрса (на свой лад), хăй пек ырă тăвать. Альш. Вăл хăй ăшĕнче шухăшлат: епле хăй майне патшана çавăрас, тесе шухăшлат (сказки). Скф. 25. Ку çын сире, улталаса, хăй майне çавăрать. N. Сан майăпа мана аван пултăр. || Порядок. N. Тахăçанах: хамшăн ĕçлесе, хам кил-çурта çĕнĕ майпа ярасчĕ-ха, тесе тăраканскер, вăл çавантах ĕçе пикенчĕ. N. Май еннелле кайсан. || Толк. Пшкрш. Онта кайса килтĕм те, майă (= майĕ) çок (нет толку), тет Ib. Онта кайса килтĕм те, майă çок (толку нет), тет. Чăв. й. пур. 5. Нимĕн майĕ те çук ĕнтĕ. Никуда не годится, из рук вон. || Природа. N. Хăйсем майĕпе (по природе их) вĕсене вăй хăват панă (дал). || Уклад, ratio. N. Вĕрентес тĕлĕшре, пурăнăç майĕнче (в жизни), хушса калаç тĕлĕшре, ĕненнĕ, юратнă, чăтнă, çилле пăрахнă çĕрте эсĕ ман хыççăн кайрăн. || Подобие, образ, форма. Юрк. † Илтĕм аллăма купăс, купăс майĕ пĕтнĕ мĕн. N. Куллен тăхăнакан тумтирри унăн тумтир майĕ те пулман. Кан. Тултан та, шалтан та савăт майĕ çукчĕ. Ст. Шаймурз. † Пĕвĕ-çийĕ майĕ çук: вилнĕ лаша шăмми пек. Сред. Юм. Пăртак туйя майĕ пôр (говорит молодец, пробуя палку: „ничего, палка похожа на палку“, т. е. недурная, не плохая). || Вверх лицом, верхушкой вверх. К.-Кушки. Эп çĕлĕке пăрахрăм та, вăл май ӳкрĕ. Я бросил шапку, и она упала верхушкой вверх.

майĕ-майĕпе

(-э̆бэ), мало-по-малу, постепенно. ЧС. Çапла вара еррипе майĕ-майĕпе тирпейлесе çитереççĕ те, çĕр-шыв типсе çитсессĕн, акана хускалса тухаççĕ. Орау. Майĕ-майĕпе хурса тухнă. Ib. Майĕ майĕпе хăех килĕшĕ-ха. Ib. Ĕç майĕ-майĕпе-хăех пулса пыраканччĕ те-ха вăл... Истор. Пурăнсан-пурăнсан, вĕсем унтан майĕ-майĕпе урăх çĕрелле те сарăлса кайнă (разошлись).

май кӳр

привести в порядок; привести в исполнение. N. Анчах ку пĕтĕмпех май кӳреймен. N. Улпут аллинче, удел аллинче пурăннă хресченсен çĕрне урăх çынна сутма та май кӳнĕ. || Улучить удобный момент. Баран. 129. Кăнтăрла çӳрекен вĕçен-кайăксем пĕри те тăманана юратмаççĕ. Хăйсене çĕрле аптăратса çӳренĕшĕн, епле те пулсан май кӳрсе, тавăрма (отомстить) тăрăшаççĕ.

майлă

похожий, подобный; похоже, подобно. N. Çавăн майлă, подобный этому. N. Санăн калаçни те (наречие) çавсен майлă. Пшкрт. Майлă çын = йосо çын. Виçĕ пус. 6. Çĕртен çапла пĕр тĕрлĕ япаласем илсе тăнăран, вĕсен çимĕçĕсем те пĕр майлăрахах пулаççĕ. Альш. Мĕнле майлă-ши кусенĕн урамĕсем? Сред. Юм. Çавăн майлăрахах. Подобный ему. Регули 641. Чăваш майлă (чăвашла майлă) томтир пор. Ib. 1263. Çармăс майлă томланчĕ. СКАЗЗ 55. Ыттисене вĕлернĕ майлах кăна-та... хĕçпе, çывăрнă чух, пĕрре çапса вĕлерет. || Красиво. Образцы. Улача кĕпенĕн умĕ ука: умĕсенчен пăхсассăн, майлă-çке. Кан. Çуртсене кунта майлă лартаççĕ. ЧП. Вырăси выртсах кулайрат, майри майлă кулайрат. || Удобный, годный; удобно, годно. Ст. Чек. Майлă; 1) удобно, 2) подобно; сысна майлă, как свинья. Ib. Майлă мар, неудобно. Сборн. по мед. Ача (при родах) майлă килсен, ăна илесси йывăр ĕç мар; анчах майсăр килсен, вара часрах доктор патне ярас пулать. N. Майлă лар (напр., о брошенном ковше: упасть отверстием вверх). || Сходно, выгодно, подходяще. Зап. ВНО. N. Хăйсене епле майлă (выгодно), çапла каласа ларнă (говорили). Юрк. Унта ман майлă хыпар калаçаççĕ. || По (иногда с дат. п.). ЧС. Сĕрен кашни ялта урăх майлăрах (несколько по-иному) тăваççĕ: хăш ялта ут яраççĕ, хăш ялта çуран çăмарта пухса çӳреççĕ. Изванк. Сана виçĕ лашапа, кӳмепе хĕвел майлă ăсатса яратпăр. (Изгнание мора). Ходар. Пăтă чӳкленĕ чух тытса тăнă куркисене (ковши, которые держали во время моленья кашей) чĕрес çине тытса, хĕвеле майлă (посолонь) виççĕ çавăрат... (чӳклеме). ТХКА 110. Эс калашле, анаталла, хĕвеле хирĕçле майлă утар (пойдĕм) эппин. Регули 1261. Çолсăр çĕрĕн çол майлă каять. N. † Окошка умĕнчи кăвак çеçки пӳрте майлă выртмаççĕ, йăлт хирĕçле выртаççĕ. N. Вара ура сырнă майлă кантăрисене çыхаççĕ (покойнику). N. Ик майлă çул. Якейк. Воник чăрăш пĕр котран, тораттисам пĕр майлă (в одну сторону). Абыз. † Вуник çăка пĕр кутра (так!), турачĕсемĕр хăй майлă, çулчисемĕр çил майлă, хальхи хĕрсем яшă майлă (похожи на парней). ЙФН. † Пирĕн лаши кил майлă, хӳри-çилхи çил майлă, эпĕр хамăр туй майлă. (Свад. п.). Толст. Пур япаланăн та пайĕсем (кристаллы) хăйне майлă (на свой особый лад) пулаççĕ. || За, согласно с... Юрк. Эсĕ те вĕсем майлă калаçатан. Регули 1262. Манăн майлă пол. N. Порте он майлах поплеççĕ. Кан. Хăйне майлă çавăрасшăн. N. Ялти ĕçлĕ çынсем ĕçе пуян майлă (в пользу богатых) анчах тунă. ЧС. Ертеллипе пĕр майлă пулаççĕ (сговариваются). N. Пĕр майлă пул, согласиться. N. Вĕсене ĕçлеме майлă пулнă. СТИК. Пире майлă мар кунта; атя часрах шăвар! Нам здесь не сдобровать; уйдем скорее тайком! Чăв. й. пур. 20° Патакăн вĕçĕ иккĕ, хашĕ вăйлă, ун майлă пулать. V. S. Унăн майлă, его сторонник. || Около, приблизительно. N. Ултçĕр пăт майлă тырă.

малалла

по направлению вперёд. Юрк. Малашне унăн пурăнăçĕ малалла кайĕ-çке. Шурăм-п. Ыйхи килмест, малалла вăрласа пуясси ăшран каймасть (нейдёт с ума). Артюшк. Çак сăмахсене пуçламăшĕнчех, тата малалла та пур (дальше еще были написаны слова). Юрк. Суха сухаланă чухне ана малалла пĕтсен, тырă лайăх пулат; каялла пĕтсен, начар пулат. Б. Яныши. Пĕри пирĕн пата пурчĕ (= пычĕ) те, мана хăй вырăнне малалла ĕçлеме кайма хушрĕ. N. Эп малалла кайимастăп („утимастăп“ — если ноги не идут). Я больше не могу итти. N. Эп малалла каймастăп. Дальше я не пойду. Бгтр. † Палан-йывăç палашать (присловье к сл. палашас?), пирĕн палашас малалла. N. Унтан иккĕшĕ те малалла кайнă. N. Усал чĕлхелĕ çын çĕр çинче малалла каяймĕ. Изванк. Çĕр тавраш тусассăн, этем ывăлĕ-хĕр(ĕ) пурнăç малалла кайнăçем малалла кайса пырат, теççĕ. N. Малалла ирт (е: кĕрекенелле ирт)! теççĕ, кам та пулсан чыслă (почтенный) çын килсен. ЧС. Эсĕ пире çак ĕçе тума малалла ярса пырах (дай успех. Моленье). Образцы 92. Ан йĕр, атте, ан йĕр, анне, санăн йĕресси малалла! (впереди). ПВЧ. Эпĕ шох(ă)шлатăп малалла та, ĕмĕр иртет каялла. Я надеюсь на будущее, а век (ваш) уже проходит. Сунт. Ĕпĕ, унта кайса лариччен, пĕр йĕке кĕнчеле авăрлам, вăл та малаллах пулать (пригодится на будущее время). || Больше, кроме того. Эльбарус. Тарман пулсан сире хĕртетчĕç-çке вĕсем, амантатьчĕç-çке, терĕ те, малалла урăх каламарĕ. Собр. Çынна улталакан хăй те малалла каймасть, теççĕ. (Послов.). В. Буян. † Укçа паракан пиччене турă ятăр малалла. || По направлению на, восток. N. Çынсем çаранĕ çине çитсессĕн, малалла тăрса, сăхсăхаççĕ. Орау. Вăл пиртен малалларах пурăнатьчĕ (несколько восточнее). Ib. Малалларахра, в (на) пространстве, лежащем (от нас) к востоку.

Мамале

(-лэ), назв. божества. Н. Седяк. Суя турă ячĕ, чăвашсем ăна пылпа, çăкăрпа чӳк тунă. Н. Карм. Мамалене пылпалан чӳклетпĕр юсман çине аслă киремете. Çирĕм-вăтăр çулта пĕре. См. мамале укçи. || Монеты, приносимые в жертву. Шибач. Мамале = тăхлан окçа, çырмана кайса пăрахаççĕ. Ib. Мамале парас. Н. Карм. Мамалепе чӳклес. Мошкев. † Чупрăм та тухрăм еп урама, илеймерĕм пăхăр мамале; ӳсрĕм те усрĕм, ӳсеймерĕм, çитеймерĕм ыр çын ачине. ДФФ. Пирĕн аттесем çав турăсене пурне те чӳк туса, е мамале пăрахса, е укçа пăрахса, е çурта лартса, е тата урăх тĕрлĕ парне парса пуççапатьчĕç. См. О чув. Этн. оч. неизв авт. ХVIII ст., 6.

мантар

(мандар), понуд. ф. от гл. ман. Бюртли-Шигали. Атте вара вăл сăмахсене итлесе пĕтерсен, урăх халап тапрататчĕ, хый ыйтнă, тĕпченĕ сăмахсене мантарасшăн.

кив масар

старое кладбище. || М. Васальев. Кивмасар тесе, Йĕршер панчи, тĕне кĕмен чăвашсене чикнĕ масара калаç. Вăл масар халь те пур, унта вилнĕ çын тăпри çине лартнă тем пысăкĕш чулсем халь те мăкланса выртаç. Çав чулсем айне тухатакан çынсем çӳçсем, кĕпе çухисем вăрттăн касса, тата урăх япаласем те пуçтарса кайса чикеç, теççĕ юмăç карчăксем.

маташ

(мадаш), валандаться, возиться (над чем). Ск. и пред. 77. Ларать старик тĕпелте, çăпатине сапласа, ват ал ура йĕркипе мĕшĕл-мĕшĕл маташса. Уф? Çав хĕрсем пурте çара уран, йӳне пилĕк, çӳçне-пуçне тустарса, пуçне ухса, ăйăрсем пек кĕçенсе, пыраççĕ сиккелесе. Хĕрсене тваттăн хвалаççĕ. Пĕри пушă вырăнне сĕтĕрет вилнĕ йытă, иккĕмĕшĕ — вилнĕ кушак, виççĕмĕшĕ — çĕлен. Тата икĕшĕ тата урăх тĕрлĕ пулаççĕ. Пĕри утланать те турчăка, çав хĕрсем пекех маташса пырать. (Опахиване деревни).

мехел

(мэhэл’), возможность. Хурамал. Хамăн мехел çитсен пырăп-ха (= ĕçрен пушансан). Ib. Хам мехелĕмпе (когда время будет) хамах пырăп-ха, эс кая тăр (ты пока ступай). Тюрл. Мехел полсассăн, хамах çавăрăнса çитĕп. Приду, если будет свободное время. Питушк. Манăн мехеле кĕт пăртак (подожди). || Шибач. Мехелпе каять. Тихонько идет. Ир. Сывл. 33. Ĕçне тума мехел çук. Орау. Мехел çитимаçть-ха унăн, теççĕ, ĕçе час тытăниман çынна („нет предприимчивости“). Ib. Ăйхран тăрса, урине час сыриман çынна: мехел çитимаçть, теççĕ. СПВВ. ПВ. Мехел — мехелли çитсессĕн. СПВВ. Х. Эпĕ тавăрăннă мехелте (во время). СПВВ. МА. Мехел çитмесĕр (= вăхăт çитмесĕр) ăçта каян? теççĕ. СПВВ. МА. Ним мехел çитмерĕ. СПВВ. Тем мехелтен, почему-нибудь. Орау. Пир(ĕн) ачасем этем пулас çынсем-и вăсем? Çынсен ачисем тахçан, кĕтӳ кайичченех, тăрса, унта-кунта кайса килеççĕ; пирĕн хăйсен мехел çитмесĕр нихçан та вырăн çинчен те тăмаççĕ. Юрк. (Масар). Тĕнченĕн мехелĕ çапла куран: пĕри пĕтнĕ çĕре тепĕри пулса тăрат (ко времени погибели одного возникает другое). Ib. Этем ывăлĕ-хĕрийĕн мехелĕ çапла, куран. Ib. Пурăна-пурăна çав тĕрĕк çыннисем пулăхар (так!) ячĕпе çӳренĕ вăхăтра, çыру мехелне те пĕлсе çитнĕ. Шор-к. Шăпăрçă шăпăрне калама пуçличчен, ачасене хĕрлĕ-çӳçе холли (вербу) хуçма яраççĕ. Çав холăсене хуçса килсен, шăпăрçă, хăвăту (= хăйĕн) мехелпе, шăпăрне калама пуçлать. Регули. 1278. Хва мехелпе килет. МПП. Мехел, сила, способность. || Милость (неправ. толкование). Альш. Туррăн мехелĕ пулсан, кăçал та алла тырă илĕпĕр-ха. ЧП. Пари халĕ турри, ел пами халь, кĕтер халĕ туррăн мехелне (здесь СПВВ. поним. в см. кăмăл). Кратк. расск. 7. Авраам, ĕмĕтне татмасăр, кĕтсе пурăннă турă мехелне. N. Эпĕ санран урăх çыру вăл-ку илме ĕмĕт тумасаттăмччĕ, анчах тепле масарла тата турă хăй мехелне çавăрчĕ. Альш. † Акрăмăр та тулă, парĕ-и ха турă? Кĕтер-ха туррăн мехелне. Юрк. † Ырă курам, тесе, пит ан васка, мехелĕ епле çаврăнат. См. Paas. 85.

Микишка

общее назв. духов. Могонин. Микишка тени хĕвеле, уйăха, кĕлеткесене, урăх кирлĕ мар турăсене пĕрле калани полать.

мăшăрлан

сходиться парой. Изамб. Т. Ыттисем мăшăрланса ят хума каяççĕ (попарно уходят избирать себе имена, в игре). Абыз. Чĕкеç килет мăшăрпе, мăшăрланать — юр юрлать, юр юрлать те, ян ярать. Ib. Шăнкăрч килет мăшăрĕпе, мăшăрланать — юр юрлать. || Жениться. Синьял. † Ялти сарă ачисем мăшăрланма юрамарĕç, улах ларма юрарĕç. Ib. Мăшăрлансассăн, урăх çынна ересрен, упăшка пур çинче ача-пăчасăр пуласран хуйхă. N. Ĕнтĕ çура тухрăмăр, кунта йăвăçсем шӳлчĕ сарма папаксем клараççĕ, кайăксем те мăшăрланса килчĕç.

юс

лишиться; отбиться; обмануться; ошибиться. Изамб. Т. Çапла эпĕ лашасенчен чут юсаттăм (чуть не лишился). Ст. Шаймурз. Ырă ут таканмасăр пулмасть, ырă çын юсмасăр пулмасть. (Послов.). Хурамал. Чирлĕ çын чĕлхипе калаçаймасан: чĕлхерен юсрĕ, теççĕ. Ib. Хăйĕн лашине сутсассăн, урăх лаши пулмасан, калать: ĕнтĕ лашаран та юсрăм, мĕн тăвас ĕнтĕ! тет. Ст. Чек. Вĕсен вылăхĕсем юснă (не ходят к ним, отбились от дома). Ib. Ырă çын юсмасăр пулмас (по объяснению П. К. Токмакова ― без ссоры). Ч. П. Пусӓп, юсмăн, тесе, ан кала, юстараççĕ уллах çĕрсенче. Ст. Чек. Юснă = улталаннă. Ib. Юснă – майлă вăхăта хăтарса яртарнă (упустил), улталаннă. Ib. Ку лашана илсĕ юсрăм (обманулся). Ib. Авланса юсрăм, Çипире кайса килмелле-ччĕ. Стюх. Юсас, обмишулиться, дать маху. Альш. Юсми-юлми пил пар (иначе: писми-юлми пил пар). Дай нам правильное, верное, точное понимание вещей. Ильк. Юсать (чĕлхерен юсать). У него отнимается язык, или смешивается язык.

юстар

понуд. ф. от гл. юс.' Хурамал. Пĕр çын, чĕлхе юççĕн усал калаççа, айăплă пулсан: хама хам чараймасăр, турă юстарчĕ вĕт, теççĕ. СПВВ. ИФ. Юстарас = урăх майпа калаçтарас. Есĕ мана урăх çулпа пыртаран, теççĕ. С. Тим. † Çак Тимĕрçен хĕрĕсем ― юстарма çук пит чее. Сир. 55. Çыншăн хута кĕрсе, хăй çине шанчăк илни туллăх тăракан çынсенех пайтахăшне тĕп тунă, тинĕс хумĕ çапса ӳкернĕ пек, хытă юстарнă вĕсене. Юрк. † Тусă юсат, тесе, ан кала: юстарĕçĕ уллах çĕрсенче. (Вариант см. юс'). Тимер. † Çак Тимĕрçенсенĕн хĕрĕсене юстарса пулмарĕ çепĕç чĕлхепелен.

юса

йоса, (jуза, jоза), чинить, направлять, исправлять; лечить. Янгильд. Çор-конне выйлă (=вăйлă) шывпа ватнă çолсене, çĕр-шу типсессĕн, пор çĕрте те йосама тăрăшаççĕ (стараются починить). Ходар. Шатрапа выртакана пĕр çын анчах пăхать... Вăл та тата вĕрентнĕ тăрăх анчах килет. Шатрапа выртакана лешĕ вĕрентнĕ çыннĕ (привыкший к нему?) шыв парать çăкăр парать, вырăнне юсаса парать-и. Шор-к. Кайран аран-аран чартăм та, йосаса кӳлтĕм (перепряг). || Перешивать. Шибач. Ӳркенместĕн полсассăн, тет, манăн, тет, çак кивĕ сăкмантан, тет, ачана, тет, йосаса парас-чĕ, тет. || Зарядить ружье. Курм. || Привести в прежнее положение, освободить от настоящего состояния. Собр. Ку халăха мана юсаса парсассăн (освободишь от заклинания), çур халăхне парăттăм, терĕ, тет. || Исследовать, критиковать. Шаймурз. Çынпа ытлашши ан калаç, тăванна та ан ман, арăмна та ан ман, ху чунунтан урăх никама та ан ман; вăхăчĕ-вăхăчĕпе ху чунна та юса. || Бить, пороть. Ст. Чек. Юсаса илтĕм = хĕнесе илтĕм, прибил, выпорол. || Futuere, terere. Якейк.

йăвă

(jы̆вы̆), густой, частый; густо, часто. См. йӳ, ю. Рук. календ. Прокоп. Икĕ чалăшран йăвă лартма юрамасть. Нельзя сажать (яблони) ближе, чем на две сажени друг от друга. ХЛБ. Ытла йăвă акма та юрамасть, сайра акма та аван мар. Нельзя сеять ни слишком часто, ни слишком редко. Календ. 1910. Йăвă шăтнă хăяра сайралатаççĕ те, вырăнне çĕнĕр сапаççĕ. Хыпар № 21, 1906. Ытлашши йăвăран хăш-хăш тĕпсене урăх вырăна кăларса лартрăм. Сборн. по мед. Чирлĕ çын йăвăран-йăвă ӳсĕре пуçлать. Больной начинает кашлять все чаще и чаще. Упа. 718. Эпир çавăрса илме йăвă чăршăлăхпа. кайрăмăр (пошли густым ельником). Ал. цв. 19. Алă-шăллисене кĕмĕлпе, ылтăнпа тĕрлет, çӳçисене ахах шăрçа йăвă тирет. Хыпар № 12, 1907. Вĕте вăрлăх аксан, калча йăвăрах шăтать (всходит гуще), теççĕ. Никит. Ыраш темме йăвă мар. Рожь (озимь) почему-то не густа. М. П. Петр. Пĕр тĕлте йăвă, тепĕр тĕлте сайра ан пултăр-ччĕ тесе, чухлас пулать (надо сноровить).

йăвăç кучĕ

комель дерева. Кан. 1927, № 230. Йăваç кутĕнчи çĕре кăнкалантарса, тислĕк е урăх япаласем тăкса, çемçетмелле.

йăкăртмалла

назв. игры. Афанасьев, Çĕне-Кипек. Йăкăртмалла выляни. Йăкăртмалла час-часах çытармара вылаççĕ. Йăкăртмалла выляс пулсан, пур те çерем çине ĕретĕн ларса тухаççĕ. Хăшне-те-пулсан пĕрне хуралльçă (= хуралçă) тăваççĕ те, ларакансем хăйсене хирĕç тăратаççĕ. Унтан е пиçиххи, йе урăх япала илеççĕ те, хăйсем хыçĕнчен: ер, ер, ер те пул, тесе, çав япалана пĕр-пĕрин патне вăрттăн ута-ута яраççĕ. Çав вăхăтра вĕсем çав япалана мĕнле-те-пулсан çухатаççĕ. Хуральçи хытă пăхса тăрать те, вара çав япала ăçтине каласа парать. Хуральси çав япала ăçтине пелсен, ыйттисем хушшине кĕрсе ларать те, ун вырăнне хуральçа, камра çав япала тупăннă, çав тухать. Хуральçă çав япала ăçтине пĕлмесен, питĕ лайăх патак çисе илет: унăн пуçне аçампа чăркаççĕ те, е йĕвенсемпе, е чышкăсампа хĕнесе илеççĕ.

йăлăхтар

понуд. ф. от гл. йăлăх, надоедать, приедаться, пресытить. Ст. Чек. Çутталла 156. Сывви сывă та-халĕ, пĕччен çӳреме йăлăхтара пуçларĕ (стало надоедать шататься одному). Орау. Пĕр ĕç йăлăхтарать, мĕн-те-пулсан урăх ĕç тытас (надо немножко развлечься другим делом). N. Кулаç йăлăхтарчĕ. Изамб. Т. Тата çитменнине ĕрешмен (= эрешмен) картипе çынсене йăлăхтарат. Выçăхакансем 27. Ку сăмахсем ытла та йăлăхтармалла пулчĕçĕ (надоели).

йăнăш

(jы̆ны̆ш), ошибиться. Ч. С. Кильд. † Сирĕн умма юрлама тăрсассăн, чĕлхе-çăвар йăнăшмин, лайăхчĕ. А. П. Прокоп. † Çак киле килтĕм, хăна пултăм, тухаймарăм урам тайлаччен, каяймарăм чĕлхем йăнăшаччен. Ошибка. N. Пăхăсăн, пуçлăхĕ хăйсен салтакне йăнăшпа (по ошибке): ют çынтăр, тесе, палламасăр, персе вĕлернине кураççĕ. N. Сан п¬атн'а jы̆ны̆ш кэ̆рдэ̆м. Ст. Шаймурз. Йăнăш пулнă пулĕ. Неправильный, ошибочный; неправильно, ошибочно. Орау. Эй, йăнăш чиксе ятăм тата! урăх шăтăка кĕрсе карĕ (о перчатке). Шурăм-п. № 22. Хăш çĕрте «шутлас» вырăнне «хисеплес», тесе калаççĕ пулсан та, йăнăшпа (sic!) калаççĕ (говорят ошибочно). N. Эсрелĕ, йăнăшпа, чирлĕ çын патне пырас вырăнне ун кӳршине пынă, тет. Ч. П. Йăнăш сăмах тухмин, лайăхчĕ. СПВВ. Йăнăш = юмăш. Ч. П. Йăнăш пултăм чĕлхерен. У меня стал отниматься язык (т. е. не ворочается, от опьянения). Карсун. † Ӳссĕр-кăна пултăм хăмларан, йăнăшкина (с «и»; это верно!) пултăм чĕлхерен (язык не ворочается).

вĕт-кăшман

редиска. Эпир çур. çĕр-шыв. Юр каячченех эпир кантăклă паньчасем хатĕрлетпĕр те, вĕсен ăшне хăярсем, арпуссем, вĕт-кăшмансем (ретиссем), тата урăх çимĕçсем акатпăр.

вĕчĕркентер

понуд. ф. от вĕчĕркен. Ст. Чек. Ан вĕчĕркентерсе тăр, кай кунтан! (не зли меня). СТИК. Чуна ан вĕчĕркентерсе тăр (не раздражай, не соблазняй), урăх çĕре кайса çи! Ib. Ах, чуна вĕчĕркентерсе тăрат-çке, часрах куç умĕнчен кайин-ччĕ хут (не могу выносить его присутствия).

йăх

(jы̆х) одлодотворять; Ifutuere.Тюрл. Кам ... нă осĕнĕ? Quis futuit cas? N. Кус-ха, çавна кайса ... пĕрре, сан пек сарă ачсем пулччĕр (= пулччăр). Ib. Манăн çавна ... ассăм килет. Хăйсем арлă-арăмлă пурăнаççĕ, темĕшĕн йăхаймаççĕ: те упăшкинче айăп пур, те арăмĕнче. Арамĕнче пулсан, вăкăр (т. е. ют арçын) ярса, пăхмалла. Вăл урăх качча кайсан тин палăрат. || Oriri, concipi. Альш. Камран йăхнă çынсем вĕсем? От кого они получили происхождение? Г. Т. Тимоф. Сомн. ? || Оплодотворяться. Изамб. Т. Пĕрре ярупах кĕсре йăхăрĕ. Кобыла понесла с одной случки. N. Тăвасса турăмăр та, яхмарĕ (ачи пулмарĕ).

Йĕмпике

(jэ̆мбигэ), личн. яз. имя женщ. П. Ив. Халлап ятам халантартăм Йĕмпикене чĕкĕрттертĕм, Туйпикене тасаттартăм. (Икерчĕ пĕçерни). Н. Лебеж. Юмах ятăм, епретрĕм, йĕмпикене чĕкĕрттертĕм. (Пĕлĕм пĕçерни). Ст. Чек. Халлап ятăм, халлантартăм, Йĕмпикене чĕкĕрттертĕм (кама-та-пусан, например, Юман тетене) тасаттартăм. [Çапла: халлап (сказку) каласа пар-ха, тесе, анăратакан ачана, халлап калаç килмесен, леш, кама халлап калаттарасшăн, çав калат. Главное: Йĕмпике Чĕкĕрнине тасаттартăм. Юман — халлап кала-ха, тесе, анăратаканин ячĕ. Урăх ят та калама пулат, анăратаканĕ урăх ятлă пулсан].

йĕрӳ

(jэ̆рӳ), плач. Апок. 263,4. Йĕрӳ те, йĕрĕм-йăнăшăм та, чир те урăх пулас çук. Ивановка. Вăсем пурте пире чуп-тăва-чуп-тăва ăсахрĕç; унта йĕрӳ те нумай пулчĕ (было много слез). Юрк. Тулта та пӳртре те йĕрӳ сасси. И на дворе и в избе рыдание.

йĕр

(jӧ̆р), жгут из пояса (в игре). Орау. Çĕн-Кипек. Унтан е пиçиххи, е урăх япала илеççĕ те, хăйсем хыçĕнчен: йĕр-йĕр, йĕрте пул! тесе, çав япалана пĕр-пĕрин патне вăрттăн ута-ута яраççĕ.

вара

ужо. N. Вара пурăп, халь ерçместĕп. Собр. Варана кайсан, вараланат, теççĕ. (Вослов.). Тоск. Варана юлнă япала варланнă, теççĕ ваттисем. (Послов.). Регули 1227. Вара кил; вара тăвам. Ст. Чек. Ĕçе, ăна çийĕнче туса пăрах; варана юлсан, варланат, теççĕ (иначе дело забудется). || После, с, через. Орау. Эп вара килетĕп, виççелле, виç сахаталла (часам к трем). Регули 286. Эп сумар мартан вара (сувалнăран вара) онта ялан çӳретĕп. Т. VI. 12. Паянтан вара — с сегодняшнего дня. Кан. 1928, № 149. Ĕç çур-куннерен вара тăсăлать. Дело тьянется с весны. Альш. Çав кунтан вара — с того дня, Ч. С. Виç кунтан вара, через з дня. {{anchor|DdeLink21822718894160}} || Указ. на возможный вывод, следствие или заключение. Часто ставится о тем же оттенком конечного вывода и в вопросах. Изамб Т. Епле, укçа тухмалла-и? Мĕн чухлĕ-ши? — Ахăр тухмалла. Темĕн чухлĕ вара тухмалла, пĕлместĕп. Ib. Пăятам тепле вара, пăянам хуш сăмаха-йăмаха пит вичĕкĕн япала. N. Касаксем: акă халĕ тинĕс тĕпне кайăпăр вара, кайăпăр, тесе, каласа тăраççĕ («вот-вот»). N. Унта тытаççĕ вара пулă, тытаççĕ вара пулă (повторение), тетелĕпе шак хывса. Регули 251. Атти тухманшăн вара эп те ништа та тохман. N. Ме, акă пилĕк çĕр тенкĕ; анчах асту, ыран ирех илсе кил вара (принеси). Кан. 1928, № 149. Çуттишĕн (за вино) ĕç тăваççĕ, тоççĕ вара Тури-Тимĕрç-кассем. Шел. II. 58. Сывă-халĕ, лайăх пурăнать, питĕ чее вара, терĕç. N. Темĕскер вăрри вара (не знаю, что это за семена). Подгорное. Ача, Иван чăнахах Мускава кайнă-и вара? Епле лекнĕ-ши вара вăл унта? Цив. Еппин кăçта вара? Где же она у тебя? Ч. С. Ни хура мар, ни сăрă мар, хăй вара çарамас пек курăнать те, шыв хĕрринчех выртать (вутăш) Альш. Ай-ай аван çынсем-çке вара çав Мишкасем! Ну и хорошие же люди этот Михайла и его жена! СТИК. Вара мĕн хытланан эс? (Говорят человек, пораженный поступком товарища. Значение «вара» определится, если ты сопоставим выражения «вара мĕн хытланан ес?» и «мĕн хытланан эс?» Последнее выраж. значит; «что ты делаешь?», а первое «ну, что ты двлаешь?!» || А действительно ли... Сред. Юм. Аçу килте-и вара? А дома твой отец? || Будто. Нюш-к. Çав укçа (клад) кĕш(= хăш) чухне лаша е урăх япала пулса çӳрет пулать вара. || Однако, а. Альш. Вĕсене тивеймерĕ вара. Однако они остались нетронутыми (пожаром). П. П. Т. Калăмтенĕ сăмах мĕнле сăмахран та пулин тухат пулĕ-те, анчах эпĕ ăна пĕлейместĕп вара. N. Петĕр: выртма яратни килемей? тесе каларĕ, тет. Килемĕшĕ (старушка): выртасси выртăн та, эсĕ Иван тĕслĕçке вара, тесе каларĕ, тет. Сĕт-к. Çав Елекçин ним латăллă калаçни та çок вара. Перев. Вара (тогда) эпĕ: ку кам манпа пĕрле юрласа пырать? тесе ыйтрăм. — Эпĕ, тет,—Вара кам эсĕ? — Эпĕ санăн нушу, тет. || В таком случае, и тогда. Регули 1515. Мана пĕр . конлăх анчах парăр, вара çитĕ. Орау. Раштава сирĕн пата пыма юрать-и, килте пулăр-и? Çырăр çавна. Вара пырас. || Разве. Ч. С. Пĕр чĕрес сĕт нумай-и вара? N. Эс пасара каятним вара? || Уж не... ли. N. Пирĕн уччилни карташĕ хӳмине вут хыптарман-и вара? тетĕп. Я думаю: «Уж не подожгли ли забор двора нашей школы?» N. Кашкăрĕ калать, тет: тилĕ тус, эсĕ шăмасна (= шăмастăн-а) вара ман çие? || Едва ли... Альш. Качча кайиччен иккĕ-виççĕ а каяяççĕ-и вара хĕрсем хĕр-сăрие? Пĕрре-кăна кайнă, тиекенсем те пур арăмсен хушшинче. СТИК. Пуласса пулĕ те вăл хаçан-та-пулсан, эпĕр курмалла пулайăпăр-и вара ăна? (т. е. едва ли нам придется дожить до этого). || Да ведь. Кратк. расск. 24. Унтан тăванĕсене каланă: вара эпĕ И., тенĕ. || Потом... (с остановкой, при расскзе). Орау. Çан чухне çапла ятлаçрăмăр. Вара... çав çилĕпе, халь те чашлатса çӳрет (злится): пĕр-пĕр алла ӳнерĕп-ха, тесе калат, тит. || Выраж. подверждание, как русск. да. К. -Кушки. Эс паянах каятним ĕнтĕ? — Вара. Паян тухса кайсан, вăхăта çитĕп, тетĕп. Разве ты сегодня же едешь? — Да. Я решил, что если я выеду сегодня, то успею к сроку. Срв. ара. || С уст. накляну что же. N. Илин вара! Ну что же, если возьмет! || Дальше (чего-либо). N. Теччĕрен вара кăйман.

васан

(вазан), неглубокое, отлогое, сухое русло, по которому в дождь и весною течет вода. N. Васансем юха пуçларĕç. Емельк. Васансем юхаççĕ (об углублении, где вода течет весною или после дождя). Янтик. Унта çав мише çинче пĕр вăрăм васан пур. Çак васана иксĕмĕр лаша çитерме килĕпĕр-ха! Ib. Тăвай витĕр пĕр вăрăм васан каять, çав васанпа ĕлĕк çырма, Ел, юхнă, тет. Халь çа шыв у васана пăрахнă, урăх йĕрпе юхат. Я. Турх. † Васан тăрăх, пăтранса, явна-явна шыв юхать. Тюрл. Васан = опашка „долинка“. КС. Васан — неглубокий овраг с отлогими берегами, заросшими травою, и не длинный. N. Тăв айĕнче айлăм (улăх) пур, унта васансем юхса выртаççĕ. N. Васанра палан пур. М. П. Петр. Васан — лощина. || Углубление, по которому вытекает со двора вода. А. Турх. Васан уçрăм (провел).

ватă-ятлă

старые люди (вообще). Альш. Ватта-ятла урăх куçпа пăхать, çамрăка тата хăйне астăвать (относится различно, особенным образом).

вылятма

шутник, весельчак. КС. Ун ивĕ вылятма урăх ялта çук.

выçлăх

голод, неурожай. БАБ. Ĕлĕк пирĕн ялта çичĕ çул пит выçлăх пулнă, тет. || Жадный. М. П. Петр. Вăл калама çук выçлăх. Он невозможно жаден. Рак. Выçлăх пуяна: унăн нисĕпĕ тăранмас, теççĕ. Хыпар № 1, 1906. Çапла, вăл чăнах. Тепĕр (иной) выçлăх хуçа тарçисене хĕсĕрлет. КС. Вăсен йăхĕ питĕ выçлăх. Макка 123. Пĕлан тăлăх Çитăра пӳян выçлăх сăхланса, хăйĕн чĕлхесĕр хĕр патне, урăх ача пулманнипе, киле кӳртме шут тытнă.

вил

умирать; дохнуть. Чăвашсем. Чăвашсем, çын вилсен, тăвакан йăла. Чăвашсем çын вилсен: ача вилсен те, пысăк çын вилсен те, чунĕ тухсанах, часрах чĕрĕ çăмарта ывăтаççĕ, ăна хĕвел тухăçĕ енелле ывăтаççĕ. Вăл çăмартана ак мĕншĕн ывăтаççĕ: çăмартана, çĕмĕрлесрен хăраса, епле çепĕç тыткалаççĕ, çын чунĕ те çавăн пек çепĕç пурăнмалла çĕре кайтăр, теççĕ. Çав çăмарта пек числанса пурăнмалла пултăр, теççĕ. Унта(н) вара, çăмарта ывăтсан, вилнĕ çын кĕпине çурса кăлараççĕ; ăна ахаль, хывса илмеççĕ, умăнчен çурса, сăкман пек хываççĕ. Ăна: çынăн чунĕ пӳлĕнсе ан тăтăр, уçă çĕрте çӳретĕр, тесе, çапла хываççĕ. Унта(н) çынна çума шыв ăсма каяççĕ; унта виççĕн каяççĕ, пĕри малтан курка тытса пырат, тепĕри вăта çĕртен хуран тытса пырат, (тата) тепĕри кайран витре тытса пырат. Унтан вара çав курка çине те, хуран çине те, витре çине те, шыв тултарса килеççĕ. Вăл шыва хуранпа çакса ăшăтаççĕ те, вара çынна çума тытăнаççĕ. Ăна хăшĕ хăй çемйипех çăват, хăшĕ тытса çутараççĕ. Ăна çăваççĕ супăньпа, пĕри çуса тăрат, унти çынсем пурте пĕрерĕн-пĕрерĕн шыв яраççĕ; ăна, куркана тытса, тӳртĕн яраççĕ. Унтан, çуса пĕтерсен, вара тумлантарма тытăнаççĕ. Малтан тăхăнтараççĕ кĕпе-йĕм, унтан сăкман, пиçиххи çыхаççĕ, алса, калпак тăхăнтараççĕ те, вырттараççĕ вара; унтан пĕри тупăк тăват, пиллĕкĕн-улттăн алтма каяççĕ. Тупăк туса пĕтсен, ăна илсе кĕнĕ чух пӳртри çынсене пурне те тула кăлараççĕ, пӳрте пĕр çын та хăвармаççĕ. Тупăк хыççăн вара пурте кĕреççĕ. Вăл тупăка илсе кĕнĕ чух тула тухмасан, пӳрте юлакан вилет, тет, вара. Унта çынна тупăк çине вырттараççĕ; ăна вырттарнă чух, çынна тупăк тĕлне тытса, виççĕччен: ан хăра, ан хăра! тесе, суллаççĕ те, вырттараççĕ вара. Унтан, пупа илсе килсе, кĕл-тутараççĕ; пуп кĕл-туса кайсан, часрах вут хутаççĕ те, икерчĕ пĕçереççĕ, тата пĕр чăх пусаççĕ; унтан, икерчĕ пиçсен, хывса тăкаççĕ те, тупăк патне пырса, сасă кăлараççĕ: йĕп пек çĕр çурăлчĕ, йĕп тухрĕ, сан тĕлĕнчен кун пĕтрĕ, тесе. Çапла тусан, вара пытарма илсе каяççĕ; пытарма илсе тухиччен, кăмакара чул хĕртеççĕ, ăна вара хапхаран илсе тухсанах, çав хĕрнĕ чула вăсем хыçĕнçен ывăтаççĕ. Вăл чула: ырă усал сирĕлтĕр, кунта ан юлтăр, хăйпе пĕрлех кайтăр, тесе, ывăтаççĕ. Масар çинче, шăтăка янă чух, тупăка шăтăк тĕлне тытса, виççĕччен: ан хăра, ан хăра! тесе суллаççĕ те, вара шăтăка яраççĕ: ярсан малтан çĕр пуçланă чух хăпартса хунă тăприне: пил ту, пил ту, тесе пăрахаççĕ. Унтан вара тăпра ишеççĕ. Тăпра ишсе таптасан, çав шăтăк умне вут чĕртеççĕ, хăйсем пурте, умлă-хыçлă тăрса, шăтăк йĕри-тавра виçĕ хут çавăрăнаççĕ; çавăрăнса çитсен: эпир сана асăнах тăрар, эсĕ пире ан асăн, теççĕ те, вара, каналла пĕртте çавăрăнса пăхмасăр, утаççĕ. Унтан, киле çитсен, алăк умăнче çав пытарма пынисем пурте пичĕсене-куçĕсене çуса кĕреççĕ. Вăсем кĕнĕ тух, пӳртрисем пурте тула тухаççĕ, вара вăсем хыççăн кĕреççĕ. Унтан вара çав çĕр пуçлакана, тупăк тăвакана пĕрер тутăр параççĕ. Хĕр-арăм вилли пулсан, пурне те пĕрер тутăр параççĕ. Çапла парсан, вара икерчĕсем те, хай пуснă чăхха та хыва-хыва çиеççĕ. Çисе тăрансан вара: хуйхăр харам пултăр, тесе, тухса каяççĕ вара. Ун чух хыçалтан ăсатма тухмаççĕ вара. Унтан вара тепĕр каç: çиччĕшне тăватпăр, тесе, пĕр сурăх пусса, тата икерччĕ пĕçерсе хываççĕ. Тата та пумилкке тăвиччен, кашни эрне-каç хывса тăкаççĕ. Пумилкке тăвас уммĕн, эрне-каç, мунчна хутаççĕ те, пур ăратнесемпех мунча кĕреççĕ. Унта çав вилнĕ çынна тухса кăшкăраççĕ: мунча кĕме кил, тесе. Мунчаран ытти çынсем тухсан, пĕри кая юлат та: вилнĕ çынна мунча çапатăп, тесе, милкĕпе лапка çине çапат. Унтан: ак сан шыв, ак милкĕсем, тесе, лапка çине шывпа милкĕсем хурса хăварат. Киле таврăнсан вара, сурăх пусаççĕ, пĕр чăхă пусаççĕ те, тата икерчĕ пĕçереççĕ. Аш пиçсен, икерчĕ пиçсен вара: сан(а) юлашки эрне-каç тăватпăр, тесе, хыва-хыва çиеççĕ вара. Çапла тусан, шăмат-каç пумилкке тăваççĕ, е тунти-каç тăваççĕ. Чăвашсем тирпейсĕр вилнĕ çынна масара чиктермеççĕ; шыва кайса вилни, çакăнса, çапса пăрахни пулат-и унта, вăсене масара чиктермеççĕ, ун пеккисене масарă чиксен, çумăр та çумаст, тырă та пулмаст, теççĕ. Ăнсăртран масара чикнĕ пулсан та, ăна вăрттăн кăларттараççĕ. Пĕлтĕр кукша Кĕркурийĕ çакăнса вилнĕ, тет; ăна çемйисем, çынна систермесĕр, пупа кĕл-тутарттарнă, тет те, масарах çикнĕ, тет. Ăна вара кайран сиссе: çумăр çумаçт тесе, масартан кăларса, çӳле урăх тĕле чикнĕ, тет. Ун пеккисене чикекен вырăн урăх тĕле тунă, унта ĕнтĕ эп астăвасса пилĕк çын чикрĕç. Çав Кукша Кĕркурийĕне масартан кăларса тикме харсăр çынсене пĕр витре эрех те виçĕ тенкĕ укçа панă, тет халăхпа. Зап. ВНО. Хĕрсĕр хирте вилмен, ывалсăр вăрманта вилмен. (Послов.). Т. М. Матв. Вилнĕ, тенине: тăвар сутма кайнă, теççĕ. Вместо того, чтобы сказать: «умер», говорят: „отправился торговать солью“. N. Пĕр çын çĕрле тухнă та тула, чут хăраса вилсе кайман (чуть-чуть не умер). N. Кайран ашшĕ те вилес пулчĕ, тет. Юрк. Ашшĕ виле пуçланнине илтсен... Услыхав что умирает отец. Етрух. Чăваш вилсен, епле тирпейлесе пытарни. Чăваш вилес уммĕн хăйне кам çумаллине каласах хăварат: тупăкне кам-кам тумаллине, тата шăтăкне кам-кам чавмаллине, е малтан юратнă çынна çĕр пуçлама. Унта хай çын вилет; уна çăвакансем шыв ăсма (каяççĕ). Пĕри хуранне çĕклет, тепри витрине илет, тепри алтăрне илет; каяççĕ вара çăл вутне. Унта вара, витрипе ăсса, хуранне тултарать, тата алтăрне тултарать, вара витрипе ăсать. Пурне те тултарсан вара, çăл кутне виçĕ сĕвем çĕлем-çип (= çĕлен-çип) вĕçĕмрен чăсса (= тăсса) пăрахаççĕ; уна пăрахнă чухне калаççĕ: эй, пиллетĕр; çулĕ чипер, канăçлă пултăр; чунĕ çак çип пек тӳр çулпа канлĕ вырăна кайтăр! — Вара çав виçĕ савăчĕпе те шыв ăсса тавăрнаççĕ. Вучаххине пысăк хуран çакса, пур шыва та унта яраççĕ, ăшăтма; çăвма тытăнаççĕ. Вилĕрен кĕпине çурса хываççĕ, вара пĕри шывне ярать вилĕ çине, иккĕшĕ çăваççĕ. Çăвсан, уна таса шурă кĕпе тăхăнтараççĕ, вара тупăкне вырттараççĕ. Вара унта мĕн пур çынна 3 сĕвем çĕлем-çип параççĕ: çулĕ ăнтăр, (тесе). Вара, нумай-и, сахал-и вăхăт иртсен, чиркӳне пӳртрен илсе тухаççĕ; пӳртне пĕр çын та юлмаççĕ, пурте ăсатма кил-картине тухаççĕ. Унтан, ăсатса ярсан, каллех пурте пӳрте кĕре-кĕре тухаççĕ. Хĕр-арăм вилсен, кăмака умне хуран çаккине пыра-пыра пăхаççĕ: сулланмасть-и? Ĕлĕк, хăй пурăннă чуне, хуран çаккине, ир тăрсан та, каç пулсан та, уна тытман кун иртмен те-ха; мĕн тăвăпăр ĕнтĕ? Калаççĕ уна. Виле илсе тухсан, унăн чунĕ хуран çаккинчен усăнать пулать вара; вилесем уна темĕн чухлĕ йышлăн тытса тухаççĕ пулать, вара хуран çакки сулланать пулать, теççĕ. Пурте, çавна пăха-пăха тухса, килĕсене кайса пĕтеççĕ. Арçын вилсен, алăк патĕнче ярхах пулать, çав йăрхахран уснать пулать унăн чунĕ. Унтан вара çапла тата шăтăка янă чухне: ан хăра, ан хăра! теççĕ. Тăприне ярса пĕтерсен, аякка саланнине питĕ тĕплĕ пуçтараççĕ; ун тăприне лайăх пуçтармасан, хăйне пуçтарттарать, теççĕ. Вара, çапла ĕçлесе пĕтерсе, тавăрнаççĕ: калла ан çавăрăнса пăхăр, теççĕ. Калла çавăрнса пăхсан, çав çын хăй çулталăкчен вилет, теççĕ. Унтан таврăнсан, мунча кĕреççĕ. Мунчара ăш памаççĕ; çавăн ĕçне тунисем кăшĕ (= хăшĕ), астумасăр, ăшши чул çине парсан, тепри уна калать: мĕн-ма ăшши патăн? виле лери тĕнчере вĕтелеççĕ, тет, Вара вăл хăй калать: ах, астăвмарăм-çке эпĕ! Часрах пĕр курка сив шыв ăсса, алăкне чашт! сапать; вара виле вĕтеленĕ çĕртен сивĕтрĕç, тет, пулать. Çапла калаçаççĕ ваттисем. Орау. Вăсам кушака чĕррине пуçтараççи, вилнине (так!) пуçтараççи? — Ăна-кăна пăхмаççĕ, чĕррине те виллине (так!) те пуçтараççĕ. N. Ăстан вилен-ке? Макка 187. Вилнĕ çын çулĕ — нитки, бросаемые после смерти человека. Сред. Юм. Пĕрре Атăла кая парса, вилес сĕртен йолнă-ха еп (избавился от смерти); тепĕр кайсан, тôхаймастăл поль вара. Сала 71. Ача калах вилес пек макăрма пуçларĕ, тет. Зап. ВНО. Вилес карчăкпа кайăс хĕр пек (намек на сказку). Истор. Иванăн çар-пуçлăхĕ Курбский, хăй ушкăнĕпе вĕсем патне кайса, вăрçа пуçланă та, лешсем вилекеннисем вилнĕ, мĕн юлнă пеккисем вăрмана тарса пĕтнĕ. N. Вилекен хуралçă, покойный караульщик. Альш. Тата пурăнсан, старикки вилме патне çитет, тет. N. Вилме пуçтарăннă çын, умирающий. N. Вилме каян (каякан) пуйса килнĕ, пуймă каян (каякан) вилсе килнĕ, теççĕ. Юрк. Вилме-кайĕ (= вилин)! Так что же, если он умрет! Янтик. Вилнĕ çынна чĕртмелле ку! (Çĕçĕ е пуртă пит мăка пулсан çапла калаççĕ). Альш. Вилнĕ-вилмен выртат. Находится в опасном положении (больной). Ib. Вили-вилми выртат. Находится в безнадежном положении (больной). Б. Яуши. Пӳртрисем пурте вилнĕ пекех çывраççĕ, тет (спят мертвецким сном). Орау. Хĕнесе, вилнĕ пекех тунă. Хĕнесе, вилес патнех çитернĕ. Избили до полусмерти. Ядр. † Ай, çырлахах, карчăксем, шăтарас пек пăхаççĕ! — вилнĕ шапа куçĕпе вилнĕ сурăх кĕлетки. Юрк. Эсир вилнисемшĕн ан хуйхăрăр ĕнтĕ. Вы уж не горюйте об умерших. N. Кăмака çинче выртнă çĕртрех вилсе кайнă. Хăр. Пăль. 8. Вилсе порăнни-мĕн эсĕ çак таранччен? Ты что, мертвым, что-ли, был до сих пор? N. Мĕн тăвас тен ĕнтĕ, эсĕ: упăшку вилсе карĕ, ачу-пăчусем çук? — Мĕн тăвас тен, вилĕ тухнă йăлисене иртсерсен качча каймалла пулĕ, теп. Юрк. Хăйсем пурăннă-çемĕн вилеççĕ, пĕтеççĕ (= вилсе пыраççĕ). N. Эпĕ хам хĕрĕме çичĕ арçынна çитиччен патăм, анчах çиччĕшĕ те, ун патне кĕрсен, туй каçах (= каçех) виле-виле выртрĕç. Орау. Эсĕ вилним, ачу мĕн тунине курмастăн? Что ты, умер, что-ли, не видишь, что делает ребенок. Сред. Юм. Шыв хĕрĕнче пĕр-май ашкăнса çӳренĕшĕн шывва кайса вилме-чĕ кô! Актай. Хĕр ачи, çĕррине тăхăнсанах, вилсе выртрĕ, тет. Орау. Вилмесппех (так!) вилсе карĕ (умерла со словом: „вилместĕп“). Ib. Вилĕпин, вилеп, урама таттармасп (= таттармастăп). Якейк. Хытă çилейсен, ваттине те çамрăккине те: и-и, вилме маннă пуçна! теç (чтобы тебе околеть!). Ib. И, вилнĕ корак (или: сысна, или: сорăх, или: çын)! çана тăвимастăн! Слеп. Хăнча вилĕн-ши! (брань). Ib. Вăл вилсессĕн, виçĕ мăшăр çăпата çĕтесчĕ манăн, онтан йолсассăн! N. Виличченех чăваш чĕлхипе асапланчĕ. Якейк. Вилчĕ-вилçех! Все-таки выполнил желанне умереть! Сред. Юм. Вилет, 1) умирает, 2) очень страдает, 3) очень любит. Якейк. Апат çиса (ударение падает на слово „çиса“) вилмелле! (пища очень вкусна). СЧЧ. Эпĕ астăвасса тата пнрĕн пĕр ача чирлерĕ те, вилессе çитрĕ. Курм. Вилсе тохса карăн, йолашки санă çорта çути кăтартатпăр. Карине-малтине ан шокăшла. Эпир асăнар, эс ан асăн. Пиршĕн (-пирĕншĕн) торра кĕл-кĕле. Алан, улăм, эп аланма калам; аланмасăр ан порăн, чипер аланса порăн, чипер ĕçлесе порăн, çăпатуна ту. Халăхран ан уйăрăл, халăха ер. СПВВ. ПВ. Вилнĕ чунăмпа анчах кăласра лараттăм (трусил). N. Вилес пек (до упаду) кулаççĕ, ахăраççĕ, ташлаççĕ, сиккелеççĕ. Исп. Вилес пек ӳсĕрĕлеччен ĕçмерĕн-и? Кан. 1928, № 149. Карчăк хальхи вăхăтра вилес пекех (при смерти). N. Виç эрнерен мунча кĕтĕмĕр те, çан-çурăм канса вилнĕ пек пулчĕ (тело разомлело от бани). Туперккульос 33. Кун-каçа вилес пек (до изнеможения) кăçкăраççĕ. N. Урăх ачасем пухăнчĕç те, кулса вилеç (хохочут до упаду) ачаран. Юрк. Чăнласах та кунта пуринчен те кулса вилмелле-çке! Абаш. Конта ӳксе вилĕн! Здесь разобьешься (напр. на льду). В. Олг. Соташшăн вилеччĕ (вилеççĕ). Страшно хотят продать. Ч. С. Эпир аннепе макăрса вилетпĕр анчах (горько плачем). КАЯ. Акка урнă йăтă айĕнче макăрса вилет (так и плачет). Çĕнтерчĕ 33. Пирĕн вилмест. Вилмелле тăватпăр-и вара? || Потерять чувствительность. Альш. Нумай эрех ĕçекенĕн çăварĕ вилет, мĕн сыпнине сисми пулат. || Увянуть (о растениях). N. Паянхи вĕрипе çĕрĕк (вечор) сапман копăстасĕм чистах вилсе пĕтнĕ.

виле

(вил’э), мертвец, покойник. N. Виле пур çĕре ăмăрт-кăяксем пухăнĕç. Аттик. Çакланса вилнĕ виле, шăнса вилнĕ виле çакна ĕççе çисе кайтăр. (Наговор против лăп-лап). Ч. С. Сирĕн кӳршĕрен нумаях пулмаçть пĕр виле тухнă (был покойник). Сборн. по мед. Пысăк ялсенче час-часах ача ашшĕ-амăшĕсем масар çине виле хыççăн виле çĕклесе каяççĕ (уносят на кладбише покойника за покойником). Макка 188. Çурта урăх виле ан кӳрт, теççĕ (говорят при выносе покойника, ударяя гробом о дверь). Орау. Пĕр килтен кăçал виçĕ виле туххăр те, çтан пурнан? (просто жить невозможно). Чăвашсем 8. Виле тытнă. Явилась болезнь (напущенная мертвецом). Сир. 65. Виле ирсĕрĕнчен çăвăнса тасалакан каллах виле ярса тытсассăн, çăвăннинчен мĕн усси килмелле ăна?||Труп животного, падаль. А. Турх. || Альш. Виле çуралнă ачана çĕре пытарăççĕ.

вилесене хывни

приношение жертвы умершим, поминовенив их. М. П. Петр. Чăвашсем 33. Çулталăкра вилесене епле, мĕн вăхăтра хывнисем. Вилнĕ çынсене юпа уйăхĕ пĕтнĕ чух („октябрь“) кĕр-кунне: кĕр çурти, тесе хываççĕ. Ăна сăра туса, икерчĕ пĕçерсе, чăхă пуçса, хываççĕ. Ăна: е шăмат-каç, е тунти-каç тăваççĕ. Ăна алăк патне çурта хываççĕ; килте миçе вилĕ, çавăн чухлĕ çурта çутаççĕ. Çурта çутаççĕ те, вара пурте пыра-пыра хываççĕ. Ăна хывнă çĕре ăратнисем пурте пухăнаççĕ, ăратнисем те пĕрле тăваççĕ ăна. Ак çапла хываççĕ: эпир сире кĕр-кунне йĕркипе, сăра туса, эрех илсе, чăхă пусса, икерчĕ пĕçерсе, пăтă пĕçерсе, хыватпăр, пил тăвăр; чипер вăхăтлă килсе, вăхăтлă кайăр, вăхăтсăр ан çӳрĕр; пил тăвăр пире, хĕнне-асапне ан парăр, ак сире пĕрре татса пăрахни пĕр ут туртăми пултăр, сирĕн умра сĕт кӳл пултăр; чипер ĕçĕр, çийĕр те кайăр, тесе, хываççĕ. Пур çемйисемпех пур выльăх-чĕрлĕхпех хĕнне — асапне ан парăр, теççĕ. Тата мункун эрни хушшинче тунти кун хываççĕ. Çав куна çурта кунĕ теççĕ. Унта та çăхă пусса, икерчĕ пĕçерсе, кĕр-куннехи пекех пур ăратнисемпе пĕрле хываççĕ. Тата çимĕкре хываççĕ. Ун чухне чăхă та пусмаççĕ, пăтă та пĕçермеççĕ, сăрапа, икерчĕпе, сĕтлĕ çăмах пĕçерсе анчах хываççĕ. Хывса тăксан, тата вара масар çине сăра, икерчĕ илсе кайса хываççĕ. Тата урăх вăхăтра юмăçсем каланă тăрăх хывкалаççĕ. Килте пĕр-пĕр çемйи чирлесен, юмăç патне кайса пăхтараççĕ те, вăл: виле тытнă, тесе, епле виле те пулин каласа ярат; мĕнпе хывмаллине каласа ярат, сăра тусай (= туса-и), икерчĕ пĕçерсен, эрех илсей, мĕнпе хывма калат унта, çавăмпа хываççĕ.

вилĕм

смерть, кончина. N. Вилес вилĕм пур çĕрте те пĕрех. N. Вилĕм куçа курăнса килмес. (Из письма). Книга для чт. 9. Хăшăнне (= хăшинĕнне) çамрăкла амăшне вилĕм килсе илсе каять. Ал. цв. 6. Мĕншĕн эпĕ унта вилĕм шыраса каятăп-ха? Зачем я пойду туда искать себе смерти? Ала 18. Вăл хăй айăплă пулнă пулсассăн, турă ăна çав тĕрлĕ вилĕмсенчен хăтарас çук (её). Ой-к. Çав ăстарикăн (= старикĕн) вилес вилĕмĕ çитнĕ (пришло время умирать). Собр. Вилĕм хĕрлĕ, теççĕ. (Послов.) N. Кона вилĕм час тивес çок. До этого не скоро коснется смерть. Ч. С. Пырса кĕрекене (чужих людей): мур ертсе килет вăл, тесе, çавăнтах çапса ӳкерсе, вилĕм хакне ӳкереç. (Хĕр-сухи). Псалт. 72,4. Вĕсен вилĕмĕнче ырра вĕренмелли çук, вĕсене хĕн кăтартни нимĕне те вĕрентмест. Сред. Юм. Ĕнер она хĕнесе вилĕм хакне ӳкернĕ те (избили чуть не до смерти), паян пăртак ôраланнă та, каллах çынпа вăрçса çӳрет. Н. Седяк. Вилĕм. Çын чунĕ тухсанах, кăмака çамкинче хăрăмпа çăмартана кашни хуратса, масар енелле ак çапла каласа ывăтаççĕ: çăмарта пек выляса кай, теççĕ. Çын вилсен, кăмака сакки çине япала лартмаççĕ, çын та лармас, унта вилнĕ çыннăн чунĕ ларать, теççĕ. Пĕр-пĕр çын вилсен, унăн хурăнташĕсем, ăна пĕлекен çынсем салат илсе пыраççĕ сăра тума. Çакăнтан вара ик-виç тĕрлĕ ĕç пуçланать: хĕр-арăмсем сăра тăваççĕ, макăра-макăра кĕпе çĕлеççĕ. Арçынсем тупăк тăваççĕ, хăшĕ çыннăн ӳтне çăваççĕ. Тупăк ăшне милĕк сараççĕ, пуçĕ айне кивĕ тумтирне хураççĕ. Тупăк ăшне çын ӳтне хунă чух: акă сана шурă пӳрт, теççĕ. Унăн какăрĕ çине хĕреслетсе пурçăн хураççĕ. Пурне те хатĕрлесе пĕтерсен, батюшка хушнă тăрăх, чиркĕве илсе каяççĕ. Кĕл-туса пĕтерсен, масар çине илсе каяççĕ; унта тупăк тунă чухне тухнă турпасĕсене те илсе кайса, масар патне тăкаççĕ. Хăшĕ çĕклесе каять, хăшĕ лашапа турттарса каять. Пĕкĕ çумне сурпан çинчен çыхакан тутăра çакаççĕ. Çын ӳтне шăтăка хураччен, пĕр-икĕ пус укçа; «çĕр укçи», тесе, пăрахаççĕ. Унтан вара тăпра яра пуçлаççĕ; унăн тăприне пурте таптама тăрăшаççĕ. — Тăпру çăмăл пултăр, ыр вырăнта вырт, теççĕ. Пытарса пĕтерсен, хĕрес кутне çăкăр татса: умăнта пултăр, тесе, пăрахаççĕ. Вилнĕ çынна çĕклесе кайнă наçилккесене (носилки) çавăнтах пăрахса хăвараççĕ. Пытарма кайнă çынсем таврăнсан, пĕр(и) пусма çине шыв илсе тухса ыйтать: кăçта карăр? тет. Лешсем: харам ĕçе карăмăр, теççĕ. Унтан вара пурте аллисене çăваççĕ те, тӳрех, пӳрте кĕмесĕрех, унччен хутса пултарнă мунчана каяççĕ. Çын пытарма кайнă вăхăтра киле юлнă хĕр-арăмсем, пӳрте тасатса, икерчĕ пĕçерсе, чăхă пусса, мунча хутса хураççĕ. Мунчаран таврăнсан, вилнĕ çынна хываççĕ (икерчĕ татса пăрахаççĕ); умăнта пултăр, теççĕ. Ĕçеççĕ, çиеççĕ; унтан вара пытарма пынă çынсене икшер-виçшер сĕвем çĕлен-çип параççĕ; çав çипне вĕсем пиçикки çумне çакса каяççĕ. Вилнĕ çыннăн чунне тамăк хуранĕ урлă çĕлен-çип тăрах каçараççĕ, тет. Çынсене панă çип те çавна анчах пĕлтерет. Тунă сăрине кашни эрне-каç, вилнĕ çынна хывса, асанса, ĕçеççĕ. Кашни эрне-каç çынсем икерчĕ, çурта тума ăвăс илсе, пыраççĕ. Аслă пумилккене Чăвашсем вăтăр кунтан, хĕрĕх кунтан е икĕ эрнеренех туса ирттереççĕ. Аслă пумилккеччен кашни эрне-каç, алăк патне сĕтел лартса, пĕрене çумне çуртасем çутса, чашăк çине хываççĕ. Пуш чашăка çуртасем айне, пĕрене çумне, сак çине лартаççĕ. Çав çашăк çине сĕтел çинчен пĕрер татăк, пĕрер кашăк апат яраççĕ: умăнта пултăр, теççĕ. Сăра хывма урăх савăт, чашăкпа юнашарах, лартаççĕ. Пурте хывса пĕтерсен, кăларса, урам хапхи тул енне тăкаççĕ. Тăкнă яшка-çăкăра йăтăсем çисе яраççĕ. Вилнĕ çын умне пĕр япала та юлмасть, анчах чăвашсем: вăл унăн шăршипе тăранса пурăнать, теççĕ. Тăкнă яшка-çăкăр шăрши вилнĕ çын патне çĕр витĕр каять, теççĕ.

виçелĕ

в меру, по мерка. Чăв. й. пур. Пур япала, пурте виçелĕ, хисеплĕ кирлĕ çав (надо во всем знать меру). Истор. Ĕçессе шывран урăх нимĕн те ĕçмен, шывне те пулин виçелĕ ĕçнĕ (в меру). N. Çав апата сывала пуçлакан çынсене тата виçелĕрех çитерес пулать (вормить в меру).

вит

ведь. Сред. Юм. Сиксе каçмалла мар вит онта! (Тыр вырнă чôхне: амма выраймастăр эсир? тесен, çапла калаççĕ). Ib. Мĕн тăван çавăнпа? веç çăмăр çума пуçлать вит. Что ты с ним возишься? вон, ведь, дождик начинает накрапывать. N. Пирĕн пӳрт пур вит, мĕн тăвас пирĕн урăх пӳртпе? Ведь у нас есть изба, к чему нам другая? См. вĕт, вĕтĕ.

вон

вун, десять. Употр. как опр. См. вунă, вуннă, вонă, воннă. Абыз. † Вун пӳрт сали веç ларать; çав-и, атте, кукки яль? — Вăл мар, ачм, кукку яль. Регули 865. Вон çын килчĕ. Вишн. 66. Вун уйăх иртсен, ăна, чĕчĕ пăрахтарса, майпе урăх апат çитерме вĕрентес пулать. Ст. Чек.

вотворла выляни

назв. игры. Ягудар. Ачасем алăран-алла тытăнаççĕ те, утаççĕ. Сулахай енчи ача хăй çумĕнчи ачасемпе сылтăм енчи ачапа ун çумĕнчи ачанăн алли айĕнчен умĕ енчен тухат. Сулахай енчи ача çумĕнчи алли айĕнчен тухмас, çапла вара вăл хăй хыçĕнче тăракан ачана хăй аллине сулахай хул айĕнчен кăкăр урлă парат. Ытти ачасем унпа унăн сулахай енчи ача алли айĕнчен тухаççĕ. Çапла пурте аллине хăй хыçĕнчи ачана хăйсен хул айĕнчен параççĕ. Сулахай енчисем икĕшĕ е пĕри ĕретрен тухаççĕ; малтан тăраканĕ умрисене: вот-вор, вот-вор, сы-во-твор, мĕн ворларăн (siс!), час кала, теççĕ. Леш мĕн-те-пулсан калат: пушмак вăрларăм, тет-и унта, е атă, çăмарта е урăх япала вăрларăм, тет. Ăна пĕрре çапса илеççĕ те, вăл чупса каят, е, çапасса кĕтмесĕрех: (мĕн) вăрларăм, тет те, чупса каят; ăна, ĕлкĕрейсен, çапса юлаççĕ. Çапла ыттисене те вăйăран кăлараççĕ. (Игра описана И. К. Токмаковым на низов. говоре; смысл не везде ясен).

вăпăрлă

то же, что вупăрлă. Асак. Вăнăрлă пусат = вăпăр пусат. Хурамал. Хăшĕ çын вăпăрлă пулать, теççĕ. Вăл çынна вилсе пытарсан, кайран унан ӳчĕ çĕрмест, теççĕ. Вăл çыннăн пытарнă тăпри çинче шăтăк пулать, теççĕ. Çулла вара çумăр çумасан: çавсем чараççĕ пулĕ, тесе, вăсен шăтăкĕсене, кайса, шыв яраççĕ. Унта хĕр-арăмсем те каяççĕ. Çав çынсене хăшне-хăшне, çĕрле кайса, чавса кăлараççĕ те, урăх çере, лачакана, кайса, пытараççĕ. Çав çынсен ӳчĕсем пĕре те çĕрмен, теççĕ.

вăрлăх

(вŏрлŏх, вы̆рлы̆х), семя, семена. Изамб. Т. Хашĕ тата хĕвел питĕнче вăрлăх шӳтерет готовит семена). Ст. Чек. Вăрлăх кăларнă кун çынна укçасăр сутмаççĕ. Шурăм-п. № 6. Паян вăл арăмĕпе вăрлăх çапать. Сегодня он с женой молотит на семена (рожь). Бгтр. Çăкăр кăвакарсан, вăрлăх сахал кĕрсен (при сеянии), ыраш пулать, теççĕ. А. П. Прокоп. † Çеçен те хирĕн хирлĕхĕ, ут кăшкарĕ пулĕ вăрлăхĕ. У дикого поля только и ставы, что семена конёвника (которые его обсеменяют). Юрк. Тытăват кĕлте кӳме, вăрлăх çаптарма. N. Вăрлăха та аран çиткелерĕ. Чуть хватило на семена. Сред. Юм. Вăрлăх паранк, мелкая картошка, которую собирают для посадки. Изамб. Т. Вăрлăх пăтавкки (лукошко для сева). || Зерна. Пазух. Хура хуратулăн, ай, вăрлăхĕ — ялан хур кăвакал, ай, ырлăхĕ. || Племя, происхождение. Орау. Урăх вăрлăх çав вăл тутар, çампа урăх тĕслĕ вăсам. || Родня. ЙӨН. Хурăн-ту çинче хурн-çырли; татас çияс тенĕ чухне хурăнташ-вăрлăхран уйăрлтăмăр. В. Олг. † Хорăн-ту çинче хорăн çырли; татрăмăр та çирĕмĕр, хорăнташ-вăрлăхран офльтăмăр. Чураль-к. Аçа-çури пусрĕ, ама-çури çирĕ, хурăнташăм-вăрлăхăм пăхрĕ, хумăш кутне хучĕ, шур тутăрпа чăркаса. || Порода. Скотина на-племя. Ч. С. Хăçан та хăçан урăх вăрлăх туянăр, çавăн чух тин сирĕн сурăх ĕрчĕ. || Sреrmа, sеmеn. N. Хĕр-арăмăн ача кĕлти пур, арçыннăн вăрлăх пур, теççĕ.

вăрт-варт

подр. неодинаковым мгнов. и отрыв. движениям. Артюшк. Вăл пит çивĕчĕ (бойкий), вăрт-варт-кăна çавăрăнкалат. Ib. Салтаксем камантă панă хыççăн вăрт-варт тусă çавăрăнаççĕ. Е. Орлова. Вăрт-варт çавăрнкалат (о бойких). Б. Олг. Вăрт-варт (быстрее) тыткаласам; урăх ĕç пор, çанта каймалла. Хурамал. Пирĕн аппа вăрт-варт çавăрăнкаласа утса çӳрет (= правур çӳрет). || Хыпар № 5, 1900. Çавăнпа вĕсене суту-илӳ кĕнекисене вăрт-варт (быстро) çырмашкăн çăмăл çыру кирлĕ пулнă.

еле

(повидимому, ошибка вм. елле, срв. каз.-тат. ällä), или (употр. в вопросах). Ау, 3. Кам вăл кĕпер айĕнчи, еле Ибрахим килсе ларни? Ау, 336°. Ешĕлĕн пĕр (sсг. пăр) ешĕлĕн курăнать, еле курăк, еле тĕм. Сыв пулăр, тăвансем, сыв пулăр, урăх еле курăп, еле çук.

эмелле

(эмэл'л’э), устроить; найти способ; лечить. N. Епле май килнĕ пек эмеллесе... М. Сунчел. Çынсем тем тĕрлĕ эмеллеччĕç те çапах вилеччĕçĕ (во время эпидемии). IЬ. Ку эмелпе те çынсем вилесси чарăнмарĕ (после прохода через земляные ворота). Чăвашсем. 2. Ача кӳпчĕкне кайса хурсан, эпи-карчăк пӳртре ача çуралнă чĕлхе эмеллет (прозносит). Ст. Чек. Ăна эмеллерĕç-ха. Его лечили. Кореньков. Олт-çич куçлăх (очки) топать те, пăсăк куçне эмеллет. Трехбалт. Земствă апчекĕнче йĕркелĕ им çам та çук. Кăрчанкă маçĕ, ешĕл-сенкер, тата ытти чурт-чураман — юрать çав çуккăр-пуккăр воччаксене эмеллеме. Аттик. Мĕн панипе тепĕр çак вăхăтчен эмеллесе (обходитесь) пурăнăр. Пиртен урăх ан кĕтĕр. (Çураçма; обращение къ мертвецам). Альш. Темĕн тĕрлĕ эмеллесен те, чĕртеймĕн (лечить наговорами). Ст. Чек. Çак ĕçе мĕнле те пулин эмеллес пулать (устроить). Ст. Чек. Урапана эмеллерĕм-ха, чирлĕччĕ (т.-е. поправил; шутка).

епи

би), «бабушка». Ст. Чек. Отсюда формы; епӳ, епĕвĕ, епӳн, енĕвĕн, епĕшĕ, епĕш. В Сред. Юм. дети так называют всякую старуху. Там же: асанне аппăшĕ — епи (пĕчик ачасем калаççĕ); ôн ôпăшки — папай. Асанне йăмăкĕ ватă полсан, епи теççĕ; çамрăкрах пôлсан, аппа теççĕ: ôн ôпăшкине, ватăрах пôлсан, папай теççĕ; çамрăкрах пôлсан, йысна теççĕ. || Мать. Хорачка. Äби — мать || Повитуха. Череп., Ст. Шайм. Епи ачасене, виçĕ кăвакарçын туса, вĕçтерсе ярать. Еçп. Епи или асанне = атте амăшĕ, ее муж назыв. папай или асатте. Ст. Шайм. Кĕпер урлă каçсан, пĕр карчăк курăн; ăна епи пулма илсе ан кил; леререх кайсан, эсĕ урăх епи-карчăк курăн, çавна илсе кил, тет. Альш. Кăна епи юлтăм çавăн чух! тет (старуха). Ст. Шайм. Унта епи карчăксем пĕри те килте çук, пурте епи пулма кайнă (ушли на повиванье).

ере

(эрэ), то же, что ара, вара. Козм. и др. П. И. Т. Урăх сăмах-мĕн каламаççĕ, хай унта тата ере ватăсем-мĕнсем пымаççĕ, çамрăккпсем хăйсем тĕллĕн анчах хытланаççĕ. IЬ. Çапла малтан темшĕн пĕчĕк хуран, пăтти пĕçересçĕ, ăна пĕлместĕп вара. Хай ере калаçнине те илтмен. IЬ. Ере ача-пăчан çавă ĕнтĕ (такое обыкновение): выляс-тăвас тесен, вилсе каять.

этем

(эдэм, эд’эм), человек. Род человеческий. Формы род п. «этеммĕн», дат. п. «этемме» (Альш. и др.), кажется, указывают на былую ф. им. пад. этемĕ: срв. черем. аjдэмы̆. † Пире курайман этемсем хăçан кайĕç масара? N. Вĕсем, этем сăнне çухатса, ват çынна асап кăтартма тытăннă. Альш. Хай этемсем виçшер-тăватшар лав тиеççĕ те тырă, каяççĕ сутма Чĕмпĕре. Кильд. Е тата хамăра, этем ăруне, кам, çуратса, чун панă? Чăн Турă мар-и, ырă тăвансем? Сред. Юм. Этем хăй кôчĕпе сысмĕ ô. Человеку свойственно жить на широкую ногу, выше своих достатков. Сред. Юм. Этем кӳлмен поль, кô лашана! çапла çын лаша кӳлет поль-и? (запряжено не по-людски). Сред. Юм. Этемĕн тем те пôлĕ, пирĕн-çиç çôк ôлă. Сред. Юм. Этемме ним те çитмес ôна. Альш. Э, çаплатăр вĕсем, çаплатăр: питĕ ырă çынсем вĕт: çын пырсан-килсен, этем ăшне кĕменни-кăна, калаçа-калаçа вилеççĕ вара, тет хуçа арăмĕ. Альш. Çийес килмест-и, ĕçес килмест-и? тет. Этем тутă. Çисе ĕçсе тăмас (люди сыты). Ст. Чек. Этем пурăна-киле вакран вака-тухать, тет; тĕнче пĕтес умĕн çынсем пӳрне пек пулĕç, тет. Альш. Этем пурĕ пĕр: вырăс та, тутар та, чăваш та, мăкши те. Альш. Кама курнă, çавăнтан ыйтатăп, — мĕн ыйтнине этем тени калаçать. Шевле. Старйк храса таханлать этем-лаша (человека, заменяющего лошадь) орине. Юрк. Вăл (она) этем мар, есрейлĕ, шуйттан!.. ăна урăх ырă ят çук... Сĕт-к. Çав та этем çа! И он, тоже человек, ведь! N. Çуркунне шыв пит тулнипе этемсене нумайĕшне çул чарăнса тăнипе çула кайма чарăнса тăрать. Ядр. Унтан тарçă тытрăмăр, çортсам лартрăмăр; халь этем, этеме ертĕмĕр. Ядр. Кашкăр этем пек сăмах хушрĕ. Пшкрт. Эй этем, кил-халĕ конта! Ч. П. Пире курайман этемсем. Ч. И. Саманисем явăр, этем усал. БАБ. Ырă Турă çитмĕл те çичĕ тĕслĕ этем тунă. (Из заклинания). Шурăм, № 18. Ĕнтĕ хĕлле пĕтĕм çӳрекен этемех хăй патне кĕртет. Кр. расск. Унтан Турă çĕр тăпри илнĕ те, çав тăпраран этем кĕлетки тунă. БАБ. Çавăнпа та ĕнтĕ ак этемсем тырă пулмасран темĕн пек хăраççĕ. В. Олг. Чистă эс шойттан, этем мар! IЬ. Эс этем мар, эс йытăран та осал, сысна! Орау. Етеммӳ-япалу! Ну, и человек! (говорит про себя самого). N. Икĕ пуçĕнче икĕ этем, вăта çĕрĕнче çĕр этем. (Хӳме). Питуш. Çумăр айĕн кайсассăн, этемрен тохса килес полать (совсем вымочишься и загрязнишься). Ч. С. Тете çапла чĕрĕлсен, этем çапах: керемет тытнă (его), теччĕç (люди все-таки говорили, что его поразила киреметь). N. Этем çинче (среди людей) пуринчен телейлĕ. С. Эй-яй-яй! ыр этем полимăн, ачам! С. Хальхи саманта этем ырă корас çок. Истор. Вырăс çĕрне Авияран этем мурĕ (мор) килнĕ. Альш. Ку Иванăн пĕр шальçи-те çук-чĕ, халь епле этем пăхма хал çук (пышно, великолепно) туса хунă! (построил). БАБ. Çула-ха, епле-май, апла: этем ĕçлесе-туса та пулин хăйне тăранмалăх тупма пулать; хĕле кĕтĕн, çук вара. Ч. С. Юмăçăсем пĕри те: кунтан этем пулас çук, тетчĕç. Чăвйп. Вăл Микка этемме мар, вылăха та пит ăста йăпатма пĕлнĕ. † Саманисем йăвăр, этем усал, эпĕр еменнине кам йĕрес? N. Шуйттан ачи кăна курать та: эй, этем тус, тархашшăн ан пер! тесе, йăлăнма тытăнчĕ, тет. Артюшк. Этем ачи, дитя человека (в противоположность шуйттан ачи). Якей. Этем. Она этем каламалла мар пытарнă. Его похоронили с пышностью. Алекс. Нев. Çав вăхăтрах хĕрне те этем пăхма çук (пышные) хаклă йышши тумсем тумлантарнă. N. Этем пухăнса çитсессĕн, этем чĕлхипе калаçа пуçларĕç, тет. Шурăм. 13. Эсĕ этем-и, этем мар-и? — кала! Вурмандеево. Çавăн чухне пĕтĕм ял кĕрлесе тăрать. Этем чунĕ хĕпĕртет (в праздник). И. Яндоуши. Этем нумай та, çын сахал. Людей много, но мало настоящих. Трхбл. Этемме ӳкнĕ чухне тапта. Эта пословица, продик тованная разочарованием, говорит о том, что сколько бы мы ни делали добра людям, они всегда отплатят нам неблагодарностью, а потому и не заслуживают сочувствия.

этем улĕ-хĕрĕ

люди, род людской. N. Çапла калаçсассăн-калаçсассăн, çĕр çинелле пăхнă та, кунта этем улĕ-хĕрĕ (кто-то из людей) выртать, тенĕ те, пурте вĕçсе кайнă, тет. N. Эсĕ кам: этем улĕ-хĕри (т.-е. хĕре-и) е тата урăх усал сывлăш-и? тенĕ, тет.

-ех

(-эх'), афф. ограничения, усиления или отождествления; тоже, что -ах. Орау. Ăна эпĕ пыричченех (еще до моего прихода) велернĕччĕ. IЬ. Ăна эпĕ киличченех çĕмĕрнĕччĕ. IЬ. Вăл эпĕ килнĕ чухне те çĕмĕрĕкех выртаччĕ. Орау. Пыл темскерех мар-çке (не Бог знает что), ан вăрçăр, пурне те çитĕ. Орау. Путлĕн мĕн чухлех панине пĕлместĕп. Не знаю толком, сколько именно дали. Орау. Мĕнпех (чем именно) çапнă-ши вăл ăна? — пĕлесчĕ. Здесь «-ех» указывает на сильное желание узнать. Орау. Лашине çĕр тенкĕ панă, тет. — Тем, ун чухлех (так много) янă-ши вара. Орау. Ĕçĕ мĕскерле пулнă-ши? — Мĕскерлех (как именно) пулнине пĕлместĕп. IЬ. Паяррăн мĕллех пулнине пĕлместĕп. Не знаю точно, как именно это произошло. IЬ. Кулине пуян ывăлне кайнă та, такăшех пулнă: пуçне каçăртса иртсе карĕ, çавăрнса та пăхмарĕ. IЬ. Ку стаккан ĕнерех çĕмĕрлнĕччĕ. IЬ. Тутарла калаçнине ăнлас пулсан (чтобы понимать), тутарла пĕлесех пулать çав (надо непременно знать). Кумарка. Ялта пĕчĕкрех ачасем кунĕпех çыма кĕмесĕр выляса чупса çӳреççĕ. Сред. Юм. Элекçеех (не кто иной, как А.) пĕтерчĕ мана; вăл полман полсассăн, эп аванах порăнаттăм... Тата çынсем те пит пôтарчĕç. Истор. (№ 37). Вăл: поляксене çĕнтернĕ пекех вырăссене те çăмăл çĕнтерĕп, тесе шухăшланă. Истор. (№ 37). Наполеон: тинех (вот теперь-то) вăрçатпăр ĕнтĕ, тесе, темĕн пек хĕпĕртенĕ. М. Тюм. Çимĕк кунне ирех (совсем рано) ваттисем чиркĕве кайса пĕтеççĕ. Илебар. Халăх сурать — кӳл тăвать, пĕр çын сурать — типсех пырать. Цив. Вăл, эпир лашасене тытма пуçличченех, пĕр лашине тытса, тепĕрне тытăнкĕ. Сюг.-Яуш. Вăл ырă этемех-ши? Вăл этемренех çуралнă-ши? IЬ. Хваттир инçе мар пулсан, тăлăп кирлех те мар (не очень нужен) пулĕ. Рег. 209. Эп ончченех (до тех самых пор) тăхтам. N. Хапхаран кĕрсессĕнех (как только вошел), эпĕ лупас айĕнче икĕ çын хăма саваласа тăнине куртăм. Собр. 265°. Эсех (только ты или: уж ты)... пуян, çăварна каран та ларан. (Укçа хутаççи). Орау. Вăлне вăлах та (он-то положительно он), урăх никам та мар та, ахал, каламаçть. IЬ. Эсне эсех-çке (ты-то, разумеется, положительно ты) те, тулĕк ахаль, каламастăн. N. Пулă çавăн пекех кĕрет. Н. Полорусс. Эп вырăн тупичченех (до тех самых пор, пока) кунта пурăнан. IЬ. Эп, вырăн тупиччен, кунтах (здесь же, все здесь) пурăнан (буду жить). Орау. Темех (невесть что) ĕçтерсе çитармаççĕ пуль-ха вăсам та. IЬ. Темех курнă вăсене, вĕсем умĕнчен каймасăр, унтах ташласа тăрать. Не знаю, почему они уж очень ему дороги (милы) — расстаться не может, все перед ними кривляется («пляшет»). Орау. Хăшех (кто именно) капла вăрттăн нӳхрепĕн-масарăн сĕтĕрĕнсе çӳрет-ши? Урине çапса хуçăттăм мура — сĕт хăймине çиса тухнă. Здесь «-ех» указыв. на страстное желание узнать вора. Орау. Пĕлмессе пĕлместĕнех (действительво не знаешь) пулмалла, çав ахаль, сăмах çукран сăмах калаççа ларан. N. Халĕ кунта Варшаври пекех хĕнех мар (не очень трудно). Скотолеч. 31. Çак чирех, именно эту болезнь. Дик. Леб. 46. Акă патша Елиса çывăракан пӳлĕм çумĕнчиех пĕр пĕчĕкçĕ пӳлĕмĕн алăкне уçса ярать. Цив. Пирĕнтен инçех мар (не очень далеко), тăватă çухрăмра, пĕр чăваш ячĕ пур, Тенел. Курм. Юр айĕнчен тухнă кальчасем, курăксем хĕвел ăшшипе симĕсленех (постененно все) пыраççĕ. Изамб. Т. Исампалĕнче мĕн пурĕ хĕрĕхех (только сорок) кил. Ходары. Хутте вăлсемшĕн пулсан çурхи шыв тапраннă пултăр, çаплах, аеанланкаласа мĕнле те пулин пĕр вуншар хула та пулин касса килеççĕ, килеççех (все-таки срубят и принесут, для совершения обряда «вирĕм»). Ч. С. Ку асатте хăçан (когда же) вилех, выляма та ирĕк памасть. Бес. о земл. Ĕçе — вĕренемех! (ненременно выучусь) тесен, çын вĕренет. N. Урăх вара нимĕн ĕçех те çук. Никакой другой особенной работы нет. Нимех те çук унта. Там ничего особенного нет. Сред. Юм. Мĕнех кирлĕ пôлчĕ-ши сана! Что тебе было надо! (гов. человеку, некстати сделавшему что-нибудь). Шурăм. № 6. Итлесех тăрас килет. Так и хочется слушать. Яланах: пăртак тăрам-ха, тăрам, тесех (всё откладывал и...), вăхăта ку таранччен ирттерсе ятăм. Рег. 1360. Вăл тытĕ тытех (непременно). Йоман ытти явăçран çирĕп-çирĕпех (положительно крепче). Рег. 236. Ĕçлекенех никам та çок халь конта («-ех» здесь только смягчает выражение; по мнению других, его след. перевести с.товом «особенно»). N. Урăх паллă ятлă çырмасемех çук. Других особенио известных оврагов нет. (По мнению Н. И. Полоруссова, «-ех» здесь только смягчает выражение). Орау. Еплех хăтланнине (или епле хăтланнинех) куримарăм çав, айăн-çийăн çавăрнса пĕтрĕç те. Рег. 1344. Он пусăкăшех çок конта. Совсем равных ему по величине здесь нет. Рег. 1357. Турĕ-турех (все-таки). Тумарĕ-тумарех. Правильность этих оборотов подтверждает и Н. И. Подоруссов. Рег. 1338. Çимĕкренпех (е самого семика) сумар выртать. Çомăр хыççăнах (тотчас после дождя) кайрĕ. Рег. 235. Илтсенех (илтсеснех) каларăм. Календ. 1910. Ăслă француз «Ити» шутласа илнĕ те, пĕр кĕске çиçĕмех 17 çухрăм тухнă.

ыйту

(ыjду), вопрос, расспрос. Послан. Эсĕ ăссăр ыйту-тĕпчĕрӳрен, ăру çинçен калаçуран тар. N. Урăх ыйту-тăву пулмарĕ. Других расспросов не было. Хып. 06, № 7. ЬIйтӳ-шыру, расспросы и розыски.

ырат

(ырат), болеть. Шайм. Çав тĕлте (= тогда) манăн куç пĕр эрнеччен ыратса тăчĕ те тӳрленчĕ. Панклеи. Сан халь ыратакан пор-и? (болить ди что?)... Халь, ман ним ыратакан та çок. Орау. Ыратса каятче, кайран ыратмаçть. Заболит, а потом перестанет. IЬ. Çăтнă чухне (при глотании), темскерле хăлхаран ыратса каять. . Пуç тирĕсем веç ыратакан пулнă. IЬ. Тĕттĕмре ан вула, куçă ыратакан пулĕ (ырата пуçлĕ, ыратĕ, ыратма тытăнĕ). Не читай в темноте, глаза заболять. Якей. Ман теме пилĕк ыратса килч. У меня что-то вступило в поясницу. Рег. 720. Шу çĕкленĕрен (вăл шăва çĕкленĕрен) хол-поççи ыратать. О сохр. зд. Çăвар вăл яланах таса тăмасть: ăçта шăл ыратать, ăçта урăх ыратакансем пулаççĕ. КС. Пуç çурăлас пек ыратать. Страшно болит голова («готова треснуть»). КС. Шăл сурса ыратать, çапан кĕçĕтсе ыратать. Зубы при боли ноют, а чирей — чешется. Л. Кошки. Ыратман пуçа тимĕр тукмак. В здоровую голову железная колотушка. (Послов.) Л. Кошки. Орау. Ыратман пуçа юман чукмар. (Послов.). Сĕт-к. Ыратин та тортса кларас полать. Нужно вытащить, хотя и больно. Сĕт-к. Ыратин-ке! Что-ж, пуçкай болить! Сĕт-к. Ыраттăр та. Пускай и болигь. Яккей. Ыратакантан пĕкĕ пек кокăрăлнă. От боли изогнулся в дугу. Орау. Ура шăмă варринчен ыратать. Нога болит в кости (домота в костях). Юрк. Ыратсан, эсĕ ăна мĕнле тӳрлетĕн? тет.

ыр-хаяр

(х̚аjар), назв. духов. Аттик. Çĕрле çӳрекен ыр-хаяр, кăнтăрла çӳрекен ыр-хаяр, çакна ĕççе-çисе кайтăр. (Из наговора против «лăп-лап). Цив. Е... ха... мĕн!!! ыр-хаяр çакланнă-çке-мĕн сана! (Из записи А. Етрухина «Чăваш чирĕ», 2) Следующий отрывок взят из не оконченной рукописи М. В. Шевле «Авалхи чăваш ялисем» (1907 г.). Авалхи чăвашсем, Христос тĕнне кĕнĕ пулин те, хăйсен тĕнне хытă тытнă, ăна халĕрех-çих пăрахнă. Авалхи чăвашсем ĕненнĕ тăрăх пĕрех турă пулман, вĕсен турăсем тăхăр ушкăн пулнă, кашни ушкăнĕнче тăхăршар турă пулнă. Вĕсем пурте пĕртан пулман, первайхи ушкăнрисем аслисем пулнă, иккĕмĕш ушкăнрисем кĕçĕнтереххисем, виççĕмĕш ушкăнрисем тата кĕçнерехисем пулнă, такки çапа еречĕпе пынă. Тăта кашни ушкăнра уйрăм асли пулнă, ун хыçĕнчен кĕçнерехисем пулнă. Çапа ĕнтĕ пирĕн авалхи чăвашсен турăсем тăхăр ушкăн пулнă, кашни ушкăнĕнче тăхăр турă, мĕн пурĕ 81 турă. Вĕсен хушшинче аслисем, кĕçнисем пулнине астусан, вĕсем 81-те турă пулман пулмалла, вĕсен хушшинчен нăмайĕшĕ святой пеккисем, ангел пеккисем-çих пулнă пулмалла, анчах ĕлĕкхи вавашсем вĕсене пурне те пĕрле турăсем тенĕрен, эпир те турăсем тейĕпĕр. Кашни туррăн хăй пăхса тăракан япала пулнă: Акă вĕсем: 1) Таса пĕр турă, пуринчен асли. 2) Пӳлĕхçе, пĕр турăран кĕçни. З) Тур-Амĕш. 4) Пихампар, пĕтĕм çынсене пĕлсе тăракани. 5) Хĕрлĕ-Çыр пĕртак пурнарахпа Св. Николая пĕлтернĕ, ĕлĕк тем тăвакан пулнă, паллă мар. 6) Çĕр-Йыш. 7) Çĕр-Ашшĕ. 8) Çĕр-амĕш. 9) Çĕр Сулу, çĕре сулса парсан илекени. Кама та пулин çиленсен, илĕ вăрççан, таса çĕрте вăрçнине каçар, манан (siс!) ан шыра, çавăнтан кайса шыра тесе тухса çăнăх вĕçтернĕ. Иккĕмĕш ушкăнĕ. 1) Ывăл-хĕр çуратакая турă. 2) Ывăл-хĕр çуратакан амĕш. З) Ывăл-хĕр çуратаканăн Пӳлĕхçи, тоже пĕлсе тăракани. 4) Хунхаççи (так и в черновике рукописи), ӳсен япаласене хуяаттаракани пулнă пулмалла. 5) Хумхаççи, хумхантарса лартакани. 6) Вĕри хĕвелтен сыхлакани. 7) Çил-ашшĕ. 8) Çил-амĕш. 9) Тăвăл çил çӳретекени. Виççмĕш ушкăн. 1) Тыр-пул çуратакан турă. 2) Тыр-пул çуратакан амĕш. 3) Тыр-пул çуратакан Пӳлĕхçи. 4) Выльăх-чĕрлĕх çуратакан турă. 5) Выльăх-чĕрлĕх çуратакан амĕш. 6) Выльăх-чĕрлĕх çуратаканăн Пӳлĕхçи. 7) Вĕлле хурт çур такан турă. 8) Вĕлле хурт çуратакан амĕш. 9) Пӳлĕхçи. Тăваттăмĕш ушкăн. 1) Хăмла хăпартакан турă. 2) Хусанта аслă алăкра выртакан ырă. З) Сĕвере выртакан ырă. 4) Шупашкарта выртакан ырă. 5) Аслă (илĕ кив) киремет. 6) Аслă Киремет Ашшĕ. 7) Аслă киремет Амĕш. 8) Аслă киремет хаярĕ. 9) Тӳр-кĕлли. Хусанти, Сĕвери, Шупашкартн ырă, тесе, святой ӳчĕсене каланă пуль. Киремет тесе çынна тытса хутлакан турра каланă, вăл пит усал пулнă, ăна тул çăнăхĕнчен сарçупа çăрса юсман туса панă. Киремет хаярĕ, киремечĕ хушсан, пырса хутлакани пулнă. Тӳр-кĕлли тоже çавăн майли пулнă. Пиллекĕмĕш ушкăн. 1) Çĕнĕ киремет. 2) Çĕнĕ киремет ашшĕ. З) Çĕнĕ киремет амĕш. 4) Çĕнĕ киремет хаярĕ. 5) Çил çунач. 6) Çил хаяр. 7) Хĕвел ашшĕ. 8) Хĕвел амĕш. 9) Хĕвел çунач. Улттăмăш ушкăн. 1) Çĕр-шу кĕтен. 2) Уй пăхакан. З) Шыв вăтăш. 4) Итем сыхчи. 5) Хĕрт-Сурт. 6) Турă умĕнче çӳрекен. 7) Хĕрлĕ-Çыр ырри. 8) Кĕлĕ алăк умĕнче тăракан. 9) Кĕлĕ алăк уçакан. Çиччĕмĕш ушкăн. Ку ушкăнта таврари ырăсене асăннă, çавăнпа эп кунта хамăр таврари ырăсене çырап. 1) Хыçалти Аслă ырă. 2) Юнсарти ырă. 3) Шултрари ырй. 4) Уй пуçĕнчи ырă. 5) Кив масар. Кив масар тесе Йĕршер панчи, тĕне кĕмен чăвашсене чикнĕ масара калаç. Вăл масар халь те пур, унта вилнĕ çын тăпри çине лартнă тем пысăкĕш чулсем халь те мăкланса выртаç. Çав чулсем айне тухатакан çынсем, çӳçсем, кĕпе çухисем вăрттăн касса, тата урăх япаласем те пуçтарса кайса чикеç, теççĕ юмăç карчăксем. Таврари ырăсем тесе вак-твек турăсене каланă. Вĕсене парне памасăр юраман, вĕсем парне памасан çулта-йĕрте вĕсен тĕлĕнчен иртсе кайнă чух хăратса çынна чирлетме пултарнă, парне ларакана тĕрлĕ усалтан сыхланă. 6) Аслă-Вупкăн, выльăхсене пăхса тăнă. 7) Арçӳри. 8) яхăх (ярăх?), кĕсен-çăпан кăларакани пулнă, ăна воздушный (хĕрлĕ пилĕклĕ) пренĕк пăрахнă, хĕш-чух çуршар, чĕрĕкшер пуслăхсем или нухратсем парахнă. 9) Турă-Сулу, турра сулса панине илекен. Саккăрăмĕш ушкăн. 1) Чĕлпĕр тытакан. 2) Итем перекечĕ. З) Уй перекечĕ. 4) Перекет амĕш. 5) Перекет ашшĕ. 6) Перекет паракан. 7) Шултра алапа шыв ăсса килекен. Чӳк тума хур или путек пуснă. Пусас япалана малтан шыв сапса силлентернĕ, силленет пулсан, Ырă ăна пахил илнине, силленмес пулсан, пахил илменине пĕлтернĕ. Силлентерме сапакан шыва Шултра-алапа шыв ăсакани илсе пынă. 8) Тăваççи. 9) Тăтхаççи. Ку кайранхи ик ырă мĕн тăваканисем пулнине юмăç карчăксем те пĕлмеç. Тăххăрăмĕш ушкăн. Ку ушкăнти турăсем мĕн-мĕн ятлисене, вĕсем мĕн япаласене пăхса тăнисене пĕлекен çынна эп ку таранччĕн тĕл пулман-ха, çавăнпа вĕсем çинчен нимех те калама пуятараймастăп. Хам шухăшпа ку ушкăнта тĕрлĕ лăп-лапсене, кăçта килчĕ унта, пахчасенче-мĕнте пулнă йăрăхсене, киреметсене, ар-çӳрисене, ячĕсене каласа асăннă пуль, теп. Авалхи чăвашсен праçниксем те хальхисем пулман. Мун-кун та аслă кĕçнерни кун пулнă. Кашни эрнере вĕсен пĕр праçник пулнă эрне кун, хальхи вырсарни кун вырăнне. Тата чӳксем пулнă. Ак вĕсем: Тăхăр хуран, Çӳлти кĕлĕ, Вăрăм пăтă, Çич кас масарпе аснакан чӳк, Çĕнĕ-тыр-пул чӳкĕ, Хĕрт-сурт пăтти, Сăра чӳк, Вупкăн çӳк, Çăмăр чӳк. Авалхи чăвашсен хальхи поптавраш вырăнне кашни ялта, тĕрлĕ чӳк йĕркисене пĕлекен çын пулнă, ăна чăваш мулли тенĕ. Чăваш мулли ахал, çынах пулнă, ăна никам та суйламан, кам кĕлĕ-йĕркисене лайăхрах пĕлнĕ, çав мулла пулнă. Мулларан урăх, кĕлĕ йĕркисене пĕлекени юмăç карчăксем пулнă. Вĕсем çын чирлесен чӳксем тунă, арçӳрисене çакăр тураса пăрахнă, тухса киреметсене, йăрăхсене сулнă. Вĕсем уншĕн укçа е пĕр пĕр япала илнĕ. Чӳк тунă чух малтан алăка уççа, алăк'' патнелле пахса пĕтĕм турра асăннă. Мулла, калпакне хул-айне хĕстерсе, аллинче çимĕç тытса тăнă, унпа пĕрле ыттисем те хĕш чухне мĕн çимĕс те пулин тытса тăнă. Алăк патнелле пăхса кĕл туса пĕтерсен тин тур кĕтессинелле пăхса сăх сăхнă, унччен сăх сăхман.

иккен

(иккэн'), от тат. iкäн. См. «Оп. иссл. чув. синт.» I, стр. 544 ., II, стр. 237—339. || Оказывается. Бес. чув. Микулай пит инçех кайман иккен; Керимулла ăна чĕнчĕ те, вăл каллах ун патне пычĕ. С. Шигали. Ц. Эпĕ çаксам килнине куртăм та, часрах, кам иккенисене паллас тесе, пӳрте чупса кĕтĕм. Альш. Вăл мăрса вăл вырăнта кĕлĕ те тăвать иккен (совершал), тата урăх темĕн кирлисене туса тытса тăрать иккен, хăй çыннисемпе. N. Эпĕ чăнах та: курăк пулĕ, тесе; вăл авă мĕне иккен-ха Альш. Вун-икĕ мулкаç çурисем тĕл пултăм; вун-икĕ мулкаç çурисем иртиччен, выртас иккен çулçăн айĕнче. † Хура вăрман витĕр тухнă чух, вун-икĕ мулкач, çури тĕл пултăм, вун-икĕ мулкач çури иртиччен, выртас иккен çулçă айĕнче: çак самана йăвăрне пĕлнĕ пулсан, выртас мĕн анненĕн хивĕнче (=хĕвĕнче). Кошки. † Çакă нушана пĕлнĕ пулсан, выртас иккен анненĕн хĕвĕнче. Хып. 1906, № 29. Вĕсем пит килĕштерсе пурăнаççĕ. Анчах инкек кирек кама та тиркемест иккен! Альш. Шап-шурă юрсем çинче ылттăн тенкĕ пек иккен йĕрĕсем. Изамб. Т. Эпир пăхăрăмăр та, чăнах та хĕвел выляса тухат иккенне куртăмăр (на пасхе). N. Вара эпĕ хай йĕрĕхе (=кузов йĕрĕх'а) пытарнă иккенне пĕтĕм (узнал, что спрятали). Шел. И. 15. Иртет иккен ĕмĕр.... пĕтет кун-çул...

ил

(ил'), брать, взять; покупать, купить; снять. Ст. Чек. Пыл исе каяççĕ те, лере çăлран шыв исе, шĕветеççĕ. Рег. 96. Она исе каяссише исе кайман, орăхне исе кайнă. Взял не тот, который было надо взять, а другой. Вишн. 72. Вĕсем (воды) хăйсемпе пĕрле çĕр витĕр аннă чух тислĕке те илсе кĕреççĕ те, часах çав ăшăк пусса пухăнаççĕ. Хып. 1906, № 5. Кам илес тиекен илтĕр, манран илсе пулас çук, тет аслашшĕ (т.-е. я не могу купить). И. И. Орлов. В Ракове «илсе кайма кайĕ» = «илсе кайин». Тогаево Покр. Витресем порте мончара, кайса илесси терĕç. Орау. Лаши мĕн пур вăйĕпе чупса пычă чухне салтакки пĕшкĕнсе аллипе тăпра иле-иле пырать. Орау. Пĕри ман хушамата илнĕ (выбрал себе взамен своей мою фамилию). К. С. Эпир кăçал хĕлĕпех тырă илтĕмĕр (покупали всю зиму). Хып. 1906, № 28. Кама, мĕн те çĕр хуçине тӳлес? Кам хăй укçалла илнине кăтартĕ, ăна тӳлесен те юрать. Ст. Шайм. Ача: лешсене илнине кăна илĕпĕр, тет. Парень говорит: «Если уж те вещи сумели взять, то эту возьмем». Ист. Олег çапла тапăна-тапăна Чернигова туртса илнĕ-илнех (все-таки взял.). Чураль-к. † Авăн çапнă укçапа илсе ячĕç ка... на (cunnum). НАК. Ачанăн ашшĕсем ачи илес (scr. исел) тенĕ хĕре илес тесен, евĕч хĕрĕн ашшĕсене калаçтарма каять. Юрк. Шалуннине те чиперех илекен пулать (стад получать порядочное жалованье). Толст. Вĕреннĕ çын арăмне килне илсе кайрĕ, тет, вĕренменнине çавăнтах патакпа çапса илчĕç, тет. Толст. Вăл укçапа пĕр чăхă илсе ярать (на эти деньги покупает). Якей. Сарă вăрăм хĕрсене илессӳ çок (если не хочешь взять), ма астарас? Ирть-х. Вăл Атăл илчĕ он чохне, латти полмарĕ, окçи пĕтрĕ. Он тогда снял (с торгов) Волгу, но толку не вышло, а деньги ушли попусту. Рег. 1086. Ик кĕрĕк илме окçа патăм. Орау. Хам укçана илимарăм (или: кăларимарăм). Я и своих денег не выручил. СТИК. Çук, мĕн улмине калан! Илех тăратпăр та, ăçтан пултăр! Где уж тут в целости сохраниться яблокам, когда дня не пропускаем, чтобы не поесть яблоков. О сохр. зд. Вара пичĕ (наволочка) варлансан ăна час-часах илсе (сняв) çума та пулать. Рег. 1508. Вăл сана парсан, ил (возьми). Букв. 1908, 17. Аллусене ил (отними, возьми), мана сывлама йывăр. Бес. о земл. Малтанхи çуркуннехи сухапа тĕплĕрех тăвас пулать, суха кассисене (борозды) кĕçĕнрен илес (провести) пулать. † Илес-илес илесех, аваннинех илесех (невесту), хамăр ялтан илесех. Т. Исаев. Эй турă, тăхăр çулччен тырă-пулă акса туса илтĕмĕр, тăхăр çул хушшинче лайăх та, начар та тырă пулчĕ, эй турă, тата тепĕр тăхăр çулччен тырă-пулă лайăх пулма парччĕ. Т. Исаев. Çапла пĕр кун ятне илер-ха (возьмем, для примера, название одного дня). Цив. Каçпала пĕр çĕрĕк çăпата илсе кĕреççĕ. Букв. Пирĕн ялта пĕр çын пасартан сӳсмен илсе тавăрăннă тет. Шорк. Исе-исе лайăхрах атă илес. Если уж покупать сапоги, то надо купить получше. СТИК. Çĕр-улми илмелле кĕреп те туртап (чĕлĕм). Спускаюсь в подполье, как будто за картофелем, и курю. Рег. 500. Эс исе, эп илтĕм. Ч. С. Вăл вилеччен виçĕ çул малтан пĕр Çатра-касси çынинне тырă çинчен утне тытса хупнă. Ăна ахаль паман, виçĕ тенкĕ укçа илсе юлнă. Сборн. мол. 14. Вăл чура сăнне илсе, этем пек пулса тĕсĕпе çын евĕрлĕ пулса, хăйне хăй кĕçĕнлетнĕ. ССО. Илсе килтер, велеть привести. N. Египет çынннсем çине тинĕсе илсе пырса, тинĕс шывĕ айне турĕ. Шихазаны. Илсе ярас (купить) эппин пĕр сурăх, терĕç. Альш. Унта ахăл-ахăл тăваççĕ (молодежь): вĕсене хирĕç вăрманĕ янраса тăрать, сассисене илсе... Хып. 1906, № 27. Çапла ĕнтĕ ун пек патшалăхсенче халăх суйласа янă çынсем закон еркисене пăхса тăраççĕ, патшалăхри пайтасене, расходсене хисеп илсе тăраççĕ. Рег. 872. Порте илчĕç ĕçлĕксене (поç çинчен). К. С. Илмеллех ил, совсем взять. || Взять замуж. Никитин. Мана Хомок илмере илме (чит.: илмерĕ, илмерĕ) — курĕ-халĕ нушнине, курĕ-халĕ нушнине. Чураль-к. † Ялти маттур сар хĕрсене илме тăртăм, çул çитмест. Т. М. Матв. Илнĕ лаша ăнмасан, çулталăка хуйхă; илнĕ арăм ăнмасан, ĕмĕрлĕхе хуйхă. Ст. Айб. † Вĕтлĕх çулчи кĕл пулмĕ, пирĕн (чит,: пире?) илен хур пулмĕ. Изамб. Т. Эпĕ ун пек (такую) арăм илес çине (чтобы взять) авланмастăп та, теччĕ. Тăвйп. Иван вара урăх начартарах, çук çын хĕрне аран илсе янă. † Пăхса хонă сар хĕрне илсе яма (взять за себя) полмарĕ. || Взять на военную службу. Урмай. Нурăс кулачи шур кулач; илес тесе карăм та, хамăра илсе пăрахрĕç. (Из солд. п.). || Стричь. Сред. Юм. Кам сана тутар пик илсе янă? Чирикеево. Çӳçне нумай илмен, кăшт-кăна кăрăхтарнă. || Оказаться в состоянии стронуть с места, свезти (о лошади). Изамб. Т. Мăклă лавсене лашасем çиле хирĕç ниепле илеймеççĕ (не могут везти). Букв. I, 1904, 71. Хайхисен лашисем харăс илсе, шыв пек кайнă. N. Утсем илеймерĕç. Лошади не взяли. || Заливать, понимать (о воде). Якей. Пилĕк таран шу илч (затопила), çаплах лармаçть (она). Шу мыя иле пуçларĕ. Альш. Етремене Сурăх ваççи юхса кĕнĕ тĕлте, мал енчи çеремре, пĕр çур ял вырăне пек çӳлĕ шыв илмен вырăн пур — тĕме. Богатыр. Шыв унта та тулса çитрĕ (поднялась) тет те, улпута мăй таран илчĕ, тет. || Резать, пилить (об инструменте). Толст. Илмест. Не берёт (пила). || Перетягивать. СТИК. Илеймест-ха=не перетягивает (чашка весов). || Выростать (о новом мясе). О сохр. зд. Чи çиелти тир пирĕн кивелсе, кирĕк пулса тăкăнса каять те, ун вырăнне аялтан çĕнĕ ӳт илсе пырать. Хып. 1906, № 43. Тĕттĕм çĕрте пурăнса куçĕсем е пит пĕчĕккĕленсе вăйсăрланса кайнă, е куçĕсене пĕтĕмпех ӳт илсе ларнă (заросли мясом). || Захватывать (не целиком, о пожаре). Орау. Вăсен пӳртне те вут илчĕ. И их изба загорелась. См. хып. || Умножать (в арифм.). || Начать одолевать в борьбе. Сред. Юм. Илсе-илсе пыраттăмчĕ (в борьбе), тепле ôрана хиртерчĕ те, çавăрчĕ-пăрахрĕ. Такки çĕнчĕ, терĕç вара çапах. || Futuere, terere. Ст. Чек. Эпĕ ăна, ох, илтĕм! || Дрыхнуть во всю. Якей. Эпĕр ăйха илеппĕр анчах. Мы знаем спим (много спим). Загораться. Пĕр шăрпăкпа илеймерĕ. От одной спички не загорелось. || Часто употр. в качестве вспомог. гл., даже если говорится о действиях неодушевл. предметов. См. «Опыт иссл. чув. синт.», II, 45, 52—55. Яргуньк. Хай çĕлен кайран калях çыпçăнса илчĕ (опять обвился вокруг шеи портного). Юрк. Пуçĕнчен çĕлĕкне хыпаланса хывса илсе... Ст. Ганьк. † Ах, аттеçĕм, аннеçĕм! Ырашне çапса илсен, улăмĕ вута! терĕр пуль. Букв. 1904, I. Унтан пурте сăхсăхса илтĕмĕр (перекрестились) те, вăрмана кĕрсе кайрăмăр. Календ. 06 г. Вăл 24 сехетре пĕре çавăрнса илет (о земле). I-ая кн. для чт. 1912, 34. Ăна (клён) çил, вăрттăн пырса, кăшт сĕртĕнсе кайсан, вăл хăйĕн çулçисене вылянтарса, çавăркаласа пăхса илет. Хып. 1906, № 44. Халăх хăй те ăна сиссе илчĕ. Юрк. Ун патне килсеттĕмĕр çав, теççĕ те, тата урăх сăмах килаçса та илеймеççĕ, хай майра часах шалти пӳлĕме кĕрсе каят. I кн. для чт. 1912, 21. Шăпăр хулли хуçса илчĕ те, тытăнчĕ çунтарма (сечь, пороть). Чăв. юм. 1924, 32. Пĕр куç хупса иличчен. В мгновение ока. Чăв. юм. 1924, 17. Ак тамаша! Арча хуппине уççа ярсанах, симĕс-кăвак çĕлен-калта яшăлтатса тухрĕ. Хисепсĕр нумай. Авкаланса, хуçкаланса, хĕре явăнса илчĕç те, çавăнтах çиме пуçларĕç. К. С. Пĕрре... са илтĕм. Futui semel. Сред. Юм. Чӳрече витĕр кăçкăрса илчĕ. Увидал из окна и позвал к себе, и тот вошел. К. С. Тивертсе (или: хĕртсе) илтĕм. Прибил, отдул (кого). Юрк. Арăмĕ, ĕмĕрне çынпа килĕштереймен çын, кӳрши арăмĕне вăрççа илет. Ист. 354°. Хусана епле те пулсан туртса илес-илесех, тесе, çарă пуха Пуçланă. Ллыи. Кăна та юмăçă: пăхса вĕрсе илтĕм. тет. Толст. Пĕрре асапланса илсен, кайран çăмăл пулĕ. О сохр. зд. Куçсем часах ывăнса ыратакан пулаççĕ; вара ирĕксĕрех ĕçе пăрахса, пăртак канса илес пулать. БАБ. Анне ĕлĕк хампа асапланнине (со мною) шухăшласа илетĕн те, куççулĕ шапăрах юхса тухать. Сказки. Иванпа Петрăн (чит.: Петĕрĕн) лашисем те пĕр-пĕрне палласа кĕçенсе илчĕç, тет. N. Шухăшласа илме çук тĕлĕнмелле. Ч. С. Сăмса айне шăлнине ыттисем ан сисейччĕр, тесе: веçа килет! тесе, аллине тăсса кăтартса, сăмсине кăшт шăлса илчĕ, тет. N. Эпĕ вара ерсе илтĕм (поплакал). 93 çул. 68. Марккиз кулса илнĕ. Маркиз усмехнулся. Хăр. Паль. 19. Апатне те çăварĕ патне аран илсе пырать. И. Патт. 12. Эпĕ сире хĕрхенсе илсе çитертĕм (довёз), терĕ те лешĕ, чуптарчĕ хăй çулĕпе.

илӳ

(ил'ӳ), полученне. Юрк. Урăх çыру таврашĕ ку тăруçăн ниçтан та илӳ çук халĕ (не получал). I-ая кн. для чт. 1912, 8. Хăй çăварĕнчи шăммине те çухатрĕ, тет, лешне те илӳ пулаймарĕ, тет (не смогла взять). Юрк. Мускавран пĕр хут та илӳ çук, темасар яраймасăр шăнса тăраççĕ.

им-çам

(-с̚ ам), лечебное средство, лекарство. Изамб. Т. Шибач. и др. Хып. 1906, № 28. Апат-çимĕç ытлашши çиессипе ĕçмене ытлашши ĕçессинчен чарăнни этеме вăрăм ĕмĕрлĕ тăвакан им-çам пек. СПВВ. Х. «Им-çам = лекарство, общ. обозн.». Чума. Çавăнтан ытла урăх аван ниепле им-çам та çук. Чăвйп. 35°. Лекĕрсем чĕртеççĕ çынна имçампа, хăватпа мар. Кн. для чт. 124. Пăлан юнне им-çам (амаль,) вырăнне ĕçеççĕ. СТИК. Им-çам. (Это слово) употребляется, когда приходится обходить настоящее название предметов: мышьяк, водка, снадобья, употребляемые для предосудительных целей. || Мазь. Альш. Çанне-çурăмне им-çам сĕрет. Натирается мазью. || Проклятие (гибель?). СПВВ. МС. Им-çам = ылханнн. Имĕ-çамĕ тупăнас(с)кер! Питушкина. Им-çам топăнашшĕ! Чтобы сгинуть! (Брань). || Всякая дрянь. Икково. Им-çам = тĕслĕрен-тĕслĕ пор япăх япала. IЬ. Пор им-çама похса, мĕн тăван-ка?

уяв

соблюдение. Празднование. Праздник. Изамб. Т. Ыран праçник, пире уяв. || Назв. Чувашского праздника. К. В. Лаврский. (Труды статитич, экспед., снаряжен. в 1883 г. казан. губерн. земством. Казань. 1884. О хозяйственн. Условиях Егоркинской и Максимкинской волостей Чист. у.) Одним из препятствий к распространению троекратной вспашки является также обычай чуваш (крещеных и некрещеных) праздновать уяв, — какой-то языческий праздник, в роде наших «святок», — который продолжается недели две, совпадая с междупарьем. Во время уява считается грехом тревожить землю, так что даже не позволяется полоть в огородах, а тем более ковырять землю сабаном, сохой или лопатой. Обычай еще очень крепко держится, хотя в некоторых селениях, где чуваши более обрусели, и начинают от него отступать. Но я сам был свидетелем, что в Биляр-Озере, напр., русские с большим удивлением смотрели на чувашина, который в уяв поехал пахать: «В прежние годы доеталось-бы ему, говорили мужики — изломали бы у него сошники-то». Во время уява чуваши вообще предаются ничего-неделанью и выпивают огромное количество пива, а при начале праздника бывает общее пиршество в поле, ночью, причем приносятся в жертву быки и коровы. Крещеные участвуют наравне с язычниками и даже иногда председательствуют на молебствия, т. е. заменяет жреца крещеный чувашин. С хозяйственной точки зрения, можно видеть некоторую пользу уява в том, что за это время крестьяне и скот набирают силы для предстоящих им (с Петрова дня, приблизительно) усиленных трудов: пашни, сенокоса и, наконец, страды. СПВВ. ЕС. Уяв = çинçе = çимĕкпе утă çи хушши, ĕçсĕр вăхăт. Макка, 235. Учук кунĕ вĕсен уяв пуçланать. Макка, 235°. Уява иртерме хире кай енелле каяççĕ, унтан вара, çырма хĕрне анса, пите çăваççĕ те киле таврăнаççĕ; киле таврăннă чухне хыçалалла çаврăнса пăхма юрамаç, теççĕ; как хыçалалла çаврăнса пăхсан, вилен теççĕ. Бугульм. † Хĕрсем уява тухсассăн, килет уяв илемĕ. Альш. Уяв тăвас. а) Белые рубашки, б) днем игры и песни. Обыкновенно по пятницам (теперь по воскрес.). В пятницу тутар вăййи. N. † Çак уяври ачасем пуçне ухса юрлаççĕ. † Сарă пурçăнтан, сарă турăм, уяв кунĕ çыхмашкăн. Макка., 222. Уяв калах вырсарни кун пулать. М. Сунчел. Çав уяв çимĕк иртсен пр-ик эрнерен пуçланса каять. Уяв тени уяс тени пулать; уяв, тесе, ахаль ирттернĕ вăхăта калаççĕ. Уяв вăхăтĕнче ним ĕç те ĕçлемеççĕ. Уява виç эрнерен ытла тумаççĕ; виç эрне тусан, хыт сухана тухаççĕ. N. Мăн чӳл тăваççĕ, ун чухне тăватă ял çынни пур те пухăнаççĕ, ваттисем кăна, çамрăккисем хăйсем урăх çĕрте, таса çерем çинче юяв (siс!) выляççĕ, ваттисем патне пымасçĕ. Альш. Хĕрне уяв кĕпи, шурă кĕпе, тăхăнтараççĕ. N. Петрав кунĕ çитерехпе, çамрăк ачасем уяв калама чарăнаççĕ. N. Уяв тесе калакан праçнике уяма тытăнаççĕ.

уйрăх

(уjры̆х), другой. См. урăх, орăх. Альш. Уйрăхах, уйрăххисем.

улах

(улах, олах), уединенный, уединение. Мар. Егип. Монастырĕ (чит. мăнастирĕ) пушă хирте, улах çĕрте пулнă. Шибач. Ман олах, айта ман пата. N. Эпĕ алăкне тухса питĕрем-ха, урăх никам та ан кĕритĕр, хамăра улах пултăр (чтобы нам быть наедине), терĕ, тет. || Ночное собрание молодежи. N. Осенью и зимою, когда обыкновенно ночи длинные, девушки собираются в одю баню с работами. Позднее туда же являются парни с какою-нибудь музыкою. И начинаются игры, шалости, нередко и драка. Это назыв. улах. В. Олг. Олах. Йокорпа арĕмĕ сара ĕçме кайса, ачисем олаха çĕнчĕç: килĕр, тет, ларма, аттисем перĕн сăра ĕçме кайса. Окаххи ятлă хĕр ачи хĕр тантăшшане чĕнет: килĕр, тет. Похăнчĕç ачасам ларма; арçын ачасам çăпата туаччĕ, хĕр ачасам кăнчала арлаччĕ; тĕрĕ туаканĕ те пор. Вăлсам ларчĕç-ларчĕç те: тавай выльăпăр, тет, чĕпикле, тет. Ĕçлĕк тăхăнса выляччĕ. Пысăкĕсем чĕчĕ тытмалла вляччĕ. Хĕре, çĕклеме исе, тӳшек кокрине исе каять, чеччине тытать, inferiores quoque pertrectct partes. Тепĕри калать: тавай, тет, шу коркипе чĕчĕ виçĕпĕр, тет: камăн чĕчĕ пусăк, камăн пĕчĕккĕ? тет. Тата туаччĕ — мăйăран пĕрне-пĕри çеклетсе тортаччĕ пиççипе. Çине выртса, çĕклесе тăратать тата. Тата, мăклашка çине ларса, ора çине ора хорса, ларас полать, каран йĕп çăртине çип тирс'илес полать. Пăлаттин çине алăпа тытса, çавăрнса, хăпарса выртать — кошт! çӳлелле. Пăлаттин çинчен шăрпăк илмелле, тата похан виттĕр тохмалла, тата кăшăл виттĕр авăнса тохмалла. Атан атиччен лараччĕ. Икшер йĕке арлаччĕ хĕрсем, çинче çин йĕки. Лайăх туакан арçын ача пĕр мăшăр çăната пĕтерет. Онта йорлаччĕ тем тĕслĕ йорă: той йорри, ĕçкĕ йорри; самый лайăх йорăсам вĕренеччĕ, тем тĕслĕ сăмах вораччĕ. Каран тарначчĕ. Варлă хĕрсем лăка кĕрсе йолаччĕ — яшă ачапа яшă хĕр, варлă ачана варлă хĕр, atque ibi mixtis corporibus iuvenilis amoris suavitate stantes perfruuntur. Н. Седяк. Улах шăп, канăçлă вырăн тени пулать. Улаха хĕлле тăваççĕ, пĕрле пухăнса ларса алă ĕç тăвасшăн, праçник каç вăйă-кулăшăн тăваççĕ, ташласшăн. Улаха çамрăк çитĕннĕ хĕрсемпе çитĕннĕ каччăсем тăваççĕ. См. Стюх. чув. 25. Нюш-к. Улах ула кутлă (т.-е. посиденки до добра не доведут и пр. Якейк. Йори калаçрăм çыр хĕрпе олахсенче çăвăрма (= çывăрма). Собр. 209. † Хамăр савнисене кĕте-кĕте, уйăх çурă выртрăм улахра. † Хĕрсем, улаха мĕн-ма тухмастăр чунусене йăпатма? ТРМ. Сирĕн ачăрсем, улаха кайса, пĕчĕкреннех аскăна вĕренеççĕ. † Манăн еркĕн — виç еркĕн; вăсем тăрса юлаççĕ, улах яшки юлатĕ. (Солд. п.). См. Магн. 236.

улшăн

(улжы̆н), переменяться, меняться, сменяться. О сохр. здор. Çине апат çапла улшăна-улшăна пирĕн ӳте усă кӳнине (чăвашсенĕн урăх сăмах çукран) «çĕрет» тетпĕр. Беседа о пьян. Чĕлхи ялтах улшăннă, калаçнă сăмахин йĕркн çук. И. Яныши. Улшăнсан (после смены), салтак юлташсене мĕн курнине каласа кăтартрĕ, тет. Ист. церк. Ывăннисем вырăнне урăххисем улшăнса касаччĕç. || Изменяться в худую сторону. Шурăм-п., № 21. Куçĕсем улшăнса кайнă пулас, хăй умĕнче кам ларнине те палламасть. Орау. Йысна пĕтĕмпе начарланса, улшăнса кайнă (похудел и переменился). || Быть по ошибке взятым вместо другого. N. Сирĕн кĕреçе улшăннă. У вас сменилн лопату (взялн вместо другон). Сред. Юм. Пирн иксĕмĕрĕн мих ôлшăннă кĕçнерни-кôн пасарта. В четверг, на базаре, мы, по ошибке, обменялись мешками. || Отклониться от прямого пути. Сир. 318. Законран улшăннă çынсем.

ум

ом перед. Пшкрт. Ом — перед. Ч. П. Хапхи умĕ пылчăклă. || Место, на котором жнет жнец. Сред. Юм. Õм, тесе, тыр вырнă чухне хăй выракан тĕлтине калаççĕ. || Назв. частей, на которые делят загон для удобства засевання. Янтик. Айта, Иван, ту часрах ум, акса пĕтерер! (Тырă акнă чухне, акма лайăхрах пултăр, тесе, тата вăрлăх пĕр пек ӳктĕр тесе, анана темиçе пая пайлаççĕ, çав пая ум теççĕ. В. Михайлов (рукопись). Вара анапа ум чар та (= чĕр те) кашни ум валли пĕр пай вăрлăх хатĕрле. || Употр. в качестве послелога. Ман ума, ман умăма, ман умма (= каз.-тат. алды̆ма), передо мною. Регули, 1127. Ман омра тăчĕ. N. Кай кунтан, ман умран. СПВВ. Хам пур умра ан хăра. Альш. Ăйхăнтан вăрансан, ан хара, эпĕ пулăп санăн умăнта. Альш. Умăнти сăрку. Ст. Ганьк. Хура хур умĕнче хура пыльчăк, хаçан тинсе çитĕ-ши? М. Сунчаеево. Ч. Пăртак тăрсан-тăрсан, хăйсем умне (= перед избу) тухса, вут хучĕç, унта сăра, эрех, икерчĕсем илсе тухрĕç те, хыва пуçларĕç. Альш. Сӳнтĕк (назв. деревни) умнеллех кăять вăл çаранлăх. Б. Янгильд. Тогаш. Вăл (она) стариккине (мужу), умне тухас тесе, чатрах лашине хăвалама хушнă. . Çăва патне çитнĕ чух карчăкки тепĕр çулпа çуна вăлсем умнелле тухнине курах каннă, анках старикки çакна курман. Сборн. Ах, аннеçĕм, анне! хĕреслĕ тенкĕ пулам та, кăккăр умне çакса юл! Юрк. Пирĕн умран (мимо) навус тăкма кайнине те вилнĕ çынсене масар çине пытарма илсе кайнине анчах курса тăратпăр, урăх нимĕн те курмастăнăр, тет. N. Киле пырсан, пĕр çĕре пухăнтăмăр та, пурте йĕмсене хуса хĕвел. Умне (на солнышко) типĕтме çакрăмăр. N. Хамăр пурсăмăр та аписам умне кайма хăратпăр. Синьял. Пире анне çуратрĕ, ыр çын умне тăмашкăн; ыр çын умне тăраймарăмăр, тăшман умне тăтăмăр. N. Шуйтанăн сăмси умне тĕлех пулать. Юрк. Сан ачу мар, ачу мар (т.-е. я), аннеçăм, шурă патша умĕнче тăраканĕ, ури айне пукан лартакан, кучĕ айне минтер саракан, икĕ хулĕнчен тытса лартакан. Ала 15°. Патша, халăх умне тăрса, акă çапла каланă, тет. Стюхино. Атьăр каяр хĕр илме икĕ савни умĕнчен. Жит. св. февр. Сăваилă Мелетий вилес умĕнтереххĕн патшана Аслă Феодосий кĕнĕ. Альш. Пирĕи умма ӳкрĕç те, пуçĕсене чикнĕ хăйсем, нимĕн те чĕнмеç, пыраççĕ хуллен уттарса. . Умĕнчен пӳл, умĕнчен пӳл, ан яр! (лови их!). Ала 29°. † Ай, кинçĕм Анна пур — опăшку умне выртсассăн, эс апие юрăн-ха. Утмăл çулхи атти пур, олтă шăл витĕр хĕм тухать. Ай, кинçĕм Анна пур — опăшку умне выртсассăн, пирĕн аттене юрас çук. Хора-к., Покр. в. Ĕçе лайăх ту, ху умнах тăрĕ (тебе же будет на пользу. Послов.). Юрк. Асамат кĕперĕ çумăр умĕнчен (перед) карăнсан, çумăр чарăнать; хыçĕнчен курăнсан, тата çăвать. Формы: «уммĕн, умĕн, омăнь, омĕн, омăн» см. под уммĕн.

ункайлă

удобный, удачный. П. И. Т. Анчах укçаран çăмарта ункайлăрах, мĕншĕн тесен хай хăшĕ ашшĕ-амăшă паман ачасем çăмартана йăва çинчине, урăх пулмасан, майине те пулин хĕстерсе-тухса параççĕ. СПВВ. ИФ. Канçăр çĕрти япалана лайăх илсен: ĕнтĕ ытла ункайлă лекрĕ, теççĕ.

урăм-сурăм

, орăм-сорăм, состояние невменяемости. Шорк. Эпĕ ĕнер хытă ĕçнĕччĕ те, орăм-сорăмпа темскер тунă, астумастăп. || Неприятный человек. Сред. Юм. Урăм-сôрăм тесе кăмăла килмен кирлĕ мар çынна калаççĕ. . Ун пик урăм-сôрăмсем çӳреççĕ-çке осĕм! (напр., о незваных гостях). || Часто указывает на силу стихийного явления. Юрк. Сайра пĕре урăм-сурăм тăвăлсем те пулкаларĕç. IЬ. Сасартăк урăм-сурăм сивĕ тăман пулчĕ. IЬ. Вĕсем кайнă чухне темĕн тĕрлĕ урăм-сурăм тăман пулчĕ. || Бурно, бешено. Сказки и пред. чув. 33. Урăх тĕслĕ пурнăç мар, урăх майлă йĕрке мар: хĕвел ансан тапранать, лăпах çур-çĕрччен пырать. Виле çинчи хуйхă мар, çурла-çава сасси мар, ял варринче янтратать, урăм-сурăм çуй тăвать. IЬ. 74. Хăйĕн савнă хĕрĕшĕн урăм-сурăм туй пуçлать. || Для усиления. СПВВ. Х. «Урăм-сурăм — тоже для усиления» Срв. акăш-макăш. Юрк. Урăм-сурăм чăнкă — весьма крутой. || Нечистый дух. Тюрл. Орăм-сорăм (с̚оры̆м)! мана таптаса вĕлерсе чут каяччĕ, тамаша, тет. || Эй, орăм-сорăм! (брань).

урăх

другой, иной. Шинар-п. (Ядр.). Пĕрре вăл хулана, урăх тĕслĕ тумтир тахăнса, кайнă. Чăв. й. пур. 21. Пӳртне, çуртне те урăх тутарнă (перестроил). Регули 893. Орăхне чĕнсе кил. || Больше, более. Орау. Ăна: урăх килмеçт, тиç (или: вăл урăх килмеçт, тит). Он более не приедет (или: совсем не приедет). Туруново. Хуçа тата каланă: икĕ çĕр тенкĕ парап, урăх памастăп, тенĕ. Юрк. Пире, чăваша, юрат-çке, ӳтет, ку каллех, урăх нимĕн сăмах калама аптăраса. IЬ. Пăртак пĕр-пĕрне пăхса тăрсан, земск. начальн.: урăх ĕç-мĕн çуктăр? тесе ыйтать. IЬ. Пӳртре урăх никам та çук. Я. Турх. Эпĕ сире урăх çырмарăм ĕнтĕ, каçарăрсамах мана. Улмĕрен çырăп. Ч. С. Ах, ан тив, Сергей! урăх килместĕп, урăх килместĕп! (больше не приду!) С. Вăл ал-шăлли йĕпи орăх нимтен те мар. Сир. 102. Ун пек ыр çын çĕр çинче урăх çук та. Рег. 762. Вăл корчĕ пирĕн ăвăннине, çавăнпа орăх ĕçлеме каламарĕ. || Кроме. Шел. И. 63. Кĕлетĕнче вăл çӳпçесенчен урăх нимĕн япала та çук. N. Тула тухасран урăх тăрса ларман. Не вставал с места, кроме как только за нуждой. || В другой раз, еще. Торп-к. Çак улпучĕ, первайхи арăмĕ вилсен, урăх авланнă, тет.

урах çĕрелле

в другую сторону. Сенг. Çавăнтан кайран атте урăх çĕрелле те кайса шырарĕ те, тупаймарĕ.

урăх тĕрле

иной. Юрк. Чĕлхе пирĕн çармăссенĕн чĕлхинчен урăх тĕрлĕ (отличается).

орык

(ор'ы̆к), другой. Пшкрт. Ос. уйрăх, урăх, орăх, орăх.

уçланкă

(ос'лангы̆, ус'лангы̆, ус'лангы̆), полянка, поляна. СПВВ. МА. Уçланка, пыллах, ĕшне. N. Вăрмана çитсенех, пĕр уçланкăна урăх ял вăрманне кĕрсе карăмăр. Сред. Юм. Уçланкă тесе, вăрмансенче йывăç хушшисенчен уçă курнакан вырăна калаççĕ. Шабач. Сĕм (сӧ̆м), сĕм, сĕм вăрман, сĕм вăрманта оçланкă; оçланкăра текерлĕ, текерлĕ çури хĕп-хĕрлĕ. Сказки и пред. Чув. 22. Тавлă çĕр уййи вăрманта уçланкă пек курăнать. || Прогалина в лесу, где деревья очень редки (поляна здесь наз. çарата). Старак. || Свободное место среди деревни, где посредине стоит церковь. Альш. || Уçланкăрах çĕрте, на более или менее откытом месте (в лесу). Альш.

утă чӳкĕ

утă чӳк, моленье перед сенокосом. Н. Седяк. Утă чӳкне валли ялпалан пĕр пысăк вăкăр сутăн илеççĕ. Утă чӳк кăш вăхăтра пулассине пурте пĕлсе тăраççĕ. Утă чӳкне ĕлĕкренпех хирте пĕр вырăнта тăваççĕ. Кашни çул ял çыннисем пĕр-пĕрин хыçĕнчен черетпе така илсе каяççĕ. Кашни килĕрен унта çăнăх-кĕрпе илсе пыраççĕ; хăшĕ кăвакал, хур чĕппи илсе пыраççĕ. Çак япаласене пурне те хире илсе кайса, унта пусса пĕçерсе, чӳклесе çиеççĕ. Чӳклесен, вăкăр ашне çынсене валеççе çитереççĕ. Чӳк тăвассине пĕр ватă çын тăвать. Утă чӳк тăвакан çĕрте халăх питĕ нумай пулать, пасар пек. Çак чӳке тусан, утă çулма юрать, унччен çултармаççĕ. Тепĕр кун икĕ-виçĕ старик, тепĕр çĕре кайса, урăх йĕрĕх чӳк тăваççĕ. Утă чӳкне çур аки пĕтсен тăваççĕ. Çур-аки пĕтсен, пĕр эрне çĕр чанма хушмаççĕ; çак çĕр чавма юраман вăхăта «çинçе» теççĕ. Çинçе вăхăтĕнче килте пурăнаççĕ, утă чӳкне те çак вăхăтра тăваççĕ.

ух

читать мусульм. молитвы. См. шилĕк пăтти. Шалĕк пăтти. Пурте çырма пуçне кайса, йĕркерен ларса тухнă та, ухма тытăннă. Ăна тутартан пуçне урăх çынна ухма юраман, çавăнпа вара пĕр тутар ухнă... Унтан, ухса пĕтерсен, çав ухакан тутара пурте пĕрер çăмарта панă. (Из рук. Дионисия Ɵ. Тимофеева, от 21 дек. 1910). Альш. Тутарсем миçĕте ухма кайрĕç. Татары пошли в мечеть читать намаз. См. ухтар.

ушкăн

ошкăн, толпа, группа, стая. Изамб. Т. Хам çумри укçа çак сирĕн ушкăна (толпу) илме çитет. N. Çавăнтах тата пĕр çаран урлă урăх ушкăнсем пулнă. Çав ушкăнтн пĕр ачи эпир унта выртнине пĕлнĕ те, пире хăратма пынă. Бес. чув. 1. Кăшт тăрсан, çак ушкăн иртсе кайнă çулпах тепĕр ушкăн лав хăпармалла пулчĕ. IЬ. Акă ĕнтĕ у... ялĕ чиркĕвĕ умĕнчен ер ушкăн иртсе кайрĕ, вăл, кĕпер çине анса, тăвалла хăпара пуçларĕ. Ч. П. Хĕр ушкăнĕ. Беседы и шутки. Çавă ырă çынсем ушкăнĕ пур инкек-синкек лекнĕ çынсене пулăшса тăрать. Янтик. † Ушкăн-кăна ушкăн тупăлха, чăн хĕррине эпир касрăмăр; ушкăн-кăна ушкăн сарă хĕр, чăн саррине эп илтĕм. Альш. Ларать пĕр ушкăн вăрман. || Общеетво, часть общества. Мошк. † Çак ял ушкăнче (в этой деревне) çӳрерĕм, сирĕн пек ыр çынсем тупмарăм. || Компания. Ч. С. Ачасем пурте тăрсан (проснулись), Тимахви старик: ах турă, ачасем, эпĕ пит хăрушă тĕлĕк куртăм: кĕçĕр эпир, çак хамăр ушкăнрисем, пурте пĕрле пулса, пĕр пĕчĕкçĕ юман касрăмăр, ахăр ялта кам-та-пулин вилет пулĕ, терĕ. || Артель. N. Выçă аптăранă çынсем ушкăнĕ-ушкăнĕпе (артелями) ыйткаласа çӳреччĕç. || Селение, часть селения. НАК. Пирĕн патăмăрта Аты-касси ятлă виçĕ ял пур: пĕрине, хушăран вырăссем пурăннăран, Вырăсла-Ушкăн-Аты-касси теççĕ, тепĕрине Кив-Ушкăн-Аты-касси теççĕ, виççĕмĕшне, пирĕн яла, Çĕнĕ-Ушкăн-Аты-касси теççĕ. N. Анатри ушкăн, тури ушкăн (назв. концов деревни = кас). || Связка. N. Вăл тăрать та — кăмака çине хăйă ушкăнĕ çыхса хунă, тет, — çавна илет те, сăкманпа чĕркесе, хăй выранĕ çине выртарать. Изамб. Т. Мăлтан ушкăн-ушкăнпа пит хытă (туго) çыхаççĕ (липовую кору). || Раз. N. Анне пире тепĕр ушкăн пăхрĕ те, виçĕ хут вăрăммăи сывласа ячĕ те, унăн сывлăшĕ тухса карĕ. Ст. Чек. Унтан виçшер витре вара виç ушкăн сапаççĕ. || Прием (раз). КС., И.П.Т. Малтан пĕр ушкăн ярса силленмесен, татах вара: çырлах! пил ту! çырлах! Пил ту! тесе, каллах çурăм тăрăх хăлхи шăтăксе ярать. (Уй чӳкĕ. Юрк. Икĕ тăшмăнсем пĕр ушкăн вăрççа илчĕç. || Часть. Толстой. Унăн (у нее) пĕр ушкăн пырши йăтăнса тухса, типĕ çулçăсем тăрăх сĕтĕрĕнсе пырать. || Время (от времени). Белая Гора † И, ушкăн та ушкăн ăш çунать; хăш вăхăта çитсен сӳнĕ-ши? Альш. † Хамăр тăван аса килсессĕн, ушкăн-ушкăн куç-çулĕ юхать-çке. || Кучка. N. Вăл ял патĕнче пĕр ушкăн çăка йывăçĕсем ӳсеççĕ. || Вереница. Дик. Леб. 42. Сасартăк вĕсенчен карап ушкăнĕ пулать-тăрать (они обратились в корабли).

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

акклиматизация

сущ.жен. (син. приспособление)
акклиматизаци (урăх климата, çĕнĕ çут çанталăк хутлăхне хăнăхни)

больше

1. прил. (сравн. ст. к большой) пысăкрах, мăнăрах, аслăрах; наше село больше вашего пирĕн ял сирĕннинчен пысăкрах
2. нареч. (сравн. ст. к много) ытларах, нумайрах; мы заработали больше вас эпир сирĕнтен ытларах ĕçлесе илтĕмĕр
3. нареч. ытла, ытларах; ждать больше часа сехет ытла кĕт
4. нареч. (син. далее, впредь) тек, урăх, малашне; больше я его не видел тек эпĕ ăна курман ♦ больше того вводн. сл. унтан та ытларах

виза

сущ.жен.
1. ( син. пометка) хушу, кăтарту (хут çине пуçлăх çырса хуни); поставить визу на заявлении заявлени çине кăтарту çыр
2. виза (урăх çĕршыва кайма ирĕк пани); получить в посольстве визу посольствăра виза ил

гастроли

сущ.множ.
гастроль (урăх çĕре кайса концертсем, спектакльсем ирттерни); театр выехал на гастроли театр гастроле тухса кайнă

дело

сущ.сред.; множ. дела
1. (син. работа, деятельность) ĕç, ĕç-хĕл, ĕç-пуç; домашние дела килти ĕç-пуç; ездить по делам службы хĕсмет ĕçĕпе çӳре; сидеть без дела ĕçсĕр лар
2. (син. специальность) ĕç, професси; военное дело çар ĕçĕ; он хорошо знает своё дело вăл хăйĕн ĕçне лайăх пĕлет
3. (син. надобность, нужда) ĕç, ыйту, йӳтĕм; Я пришёл к вам по важному делу Эпĕ сирĕн пата кирлĕ ыйтупа килтĕм
4. (син. процесс) ĕç (судра пăхмалли); уголовное дело уголовлă ĕç; возбудить дело в суде судра ĕç пуçар ♦ первым делом чи малтанах; между делом ерçнĕ хушăра; это другое дело ку пачах урăх япала; пустить в дело ĕçе яр; то и дело çине-çинех; дело твоё хаван ирĕкӳ; на самом деле тĕрĕссипе; Как дела? Мĕнле пурăнатăр?; В чём дело? Мĕн пулнă?; Это не ваше дело Ку сирĕн ĕç мар; Какое вам дело? Сире мĕн ĕç?

диалектизм

сущ.муж.
диалектизм, диалект пулăмĕ (диалектри хăйне майлă сăмах, грамматика форми, сасă е урăх уйрăмлăх)

диаспора

сущ.жен.
диаспора (пĕр-пĕр халăхăн тĕп пайĕнчен уйрăм, урăх çĕрте, урăх çĕршывсенче пурăнакан ушкăнĕсем); чувашская диаспора в Татарстане Тутарстанра пурăнакан чăвашсем

другой

прил.
1. (син. иной; ант. этот, данный) урăх, урăхла, расна; дай мне другой карандаш мана урăх кăранташ пар-ха; у него есть другое мнение унăн расна шухăш пур
2. (син. следующий) тепĕр; на другой день тепĕр кунхине
3. другой сущ.муж., другая (-ой) жен.
тепри; урăххи; заботиться о других урăх çынсемшĕн тăрăш ♦ это другое дело ку пачах урăх япала; другими словами урăхла каласан

заложник

сущ.муж., заложница жен.
заложник (укçа илес тĕллевпе е урăх сăлтавпа тыткăнра тытакан çын); террористы взяли заложника террористсем заложника ярса тытнă

идиома

сущ.жен., множ. идиомы
идиома (урăх чĕлхене куçарăнман тачă пĕтĕçнĕ сăмах çаврăнăшĕ)

иммигрант

сущ.муж., иммигрантка жен.
иммигрант (урăх çĕршыва яланлăха е вăхăтлăха пурăнма куçнă çын)

импорт

сущ.муж. (ант. экспорт)
импорт; импортлани (урăх çĕршывсенчен тавар кӳни); импорт мяса из США СШАран аш-какай импортлани

импортировать

глаг. сов. и несов. (ант. экспортировать)
импорт ту, импортла, тавар кӳр (урăх çĕршывсенчен)

иной

1. прил. (син. другой) урăх, урăхла, расна; нужно использовать иной способ урăх мелпе усă курас пулать

интервенция

сущ.жен.
интервенци (урăх çĕршыв ĕçĕсене хĕç-пăшаллă вăйпа хутшăнни, ун çĕрне йышăнни)

слово

сущ.сред.; множ. слова
1. сăмах (чĕлхен тĕп пайĕ); производное слово иккĕмĕшле сăмах; значение слова сăмах пĕлтерĕшĕ; заимствовать слова сăмахсем йышăн (урăх чĕлхесенчен)
2. (син. выступление) сăмах, тухса калани; взять слово на собрании пухура сăмах ил ♦ понять без слов сăмахсăрах ăнлан; свобода слова сăмах ирĕклĕхĕ; дать слово сăмах пар, тума пул; сказать к слову сăмах май кала; одним словом вводн. сл. пĕр сăмахпа каласан

тост

сущ.муж.
тост (сывлăх сунса е урăх сунăмпа ушкăнĕпе черкке çĕклени); Предлагаю тост за здоровье юбиляра! Юбиляр сывлăхĕшĕн черкке çĕклеме сĕнетĕп!

фара

сущ.жен.
фара (автомобилĕн е урăх машинăн тĕкĕрлĕ хунарĕ); передние фары малти фарăсем; включить фары фарăсене çутат

эксплуатация

сущ.жен.
1. пусмăр; пусмăрлани (урăх çынна хăйшĕн ĕçлеттерни); эксплуатация трудящихся ĕç çыннисене пусмăрлани
2. (син. использование) усă курни, ĕçлеттерни; правильная эксплуатация техники техникăна тĕрĕс ĕçлеттерни; эксплуатация нефтяного месторождения нефть тухакан çĕрсемпе усă курни

экспорт

сущ.муж. (син. вывоз; ант. импорт, ввоз)
экспорт, юта сутни (урăх çĕршыва тавар тăратни); производить продукцию на экспорт юта сутма продукци туса калар

эмиграция

сущ.жен.
эмиграци (урăх çĕршыва яланлăхах куçса кайни); жизнь в эмиграции эмиграцире пурăнни

эмигрировать

глаг. сов. и несов.
эмиграцие кай, куçса кай (урăх çĕршыва)

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

акклиматизация

м н.. н е т акклиматизаци (урăх климата, тавралăха хăнăхни; урăх çĕрти условисенче пурăнма вĕренни).

акклиматизировать

-рую к о г о, ч т о, с о в. и н е с о в. акклиматизациле, урăх климата хăнăхтар; çĕнĕ тавралăха хăнăхтар.

акклиматизироваться

-руюсь с о в. и н е с о в. акклиматизацилен, урăх климата, тавралăха хăнăх.

аккомпаниатор

аккомпаниатор (юрлакана рояль каласа е урăх инструментпа пулăшса пыракан çын).

аллея

аллея (паркра, садра тата урăх çĕрте те икĕ айкипе йывăç лартса тухнă çул).

амортизация

амортизаци (пĕр-пĕр машина е урăх япала кивелсе пыныне унăн хакĕ майĕпен чакса пыни).

анестезия

м н. н е т анестези (ыратнине, пĕр-пĕр урăх япала сĕртĕннине сисми, туйми пулни).

аукцион

аукцион (парăмшăн çынăн çурт-йĕрне е урăх пурлăхне торги туса сутни).

зарубежный

урăх (ют) ҫӗршыври, чикӗ леш енчи.

иначе

1. урӑхла, урăх тӗрлӗ, урӑх майпа, урӑхларах; 2. атту, ахалӗн, унсӑрӑн; так или иначе пурпӗрех, ҫав-ҫавах (килетӗп).

внешний

тулти, тулашри, тулашĕнчи, тул енчи; внешняя торговля тулашри суту-илӳ (урăх патшалăхсемпе тăвакан суту-илӳ).

вывоз

1. турттарса кăларни; 2. ют патшалăха кăларнă тавар, урăх çӗпшывсене тавар сутни.

высылать

кого, что несов., выслать, вышлю сов. яр, кăларса яр (урăх çĕре пурăнма).

саженец

-нца урăх ҫӗре кӑларса лартнӑ йывӑҫ; 2. лартса ӳстерекен ӳсентӑран (сухан).

тавтология

тавтологи (пĕр-пĕр мала е шухăш çинчен ним уссăр темиçе хут урăх сăмахсемпе каласа е çырса пани).

течение

1. юхни (юн, шыв), куçни (планетăсем); по течению (реки) шыва май, анаталла; против течения шыва хирĕç, тăвалла; 2. юхăм; тёплое течение ăшă юхăм; 3. перен. юхăм; литературное течение литературăри юхăм; политическое течение политикăри юхăм; идти против течения (перен.) юхăма хирĕç пыр (урăх никама пăхмасăр, хăвăн çулупа кай, пурнăçра çĕнĕ çул хыв); в течение нескольких лет темиçе çул хушши; с течением времени пыра-киле, пурăна-киле.

транзитный

транзитные пошлины транзит пошлини (хырçи) (ют патшалăхран илнĕ тавара çул çинче тепĕр ют патшалăх урлă турттарса тухнăшăн тӳлекен укçа; пошлина); транзитный билет транзит билечĕ (çул тăрăх, ик-виç станцăра куçса, урăх поезд çине ларма юрăхлă тӳрех илнĕ билет).

транскрибировать

ж. -бирую что сов. и несов., протранскрибировать сов. транскрипциле, транскрипци ту (чĕлхери сасăсен мĕнпур уйрăмлăхĕсене, алфавитри саспаллисемсĕр пуçне, ятарласа йышăннă паллăсемпе кăтарт; пĕр алфавитпа çырнине тепĕр алфавит çине куçар; пĕр-пĕр инструмент валли çырнă музыка произведенине урăх инструмента калама е пĕр-пĕр сасăпа юрламалли кĕвве урăх сасăпа юрламалла туса çырни).

транспортировать

-рую что сов. и несов. (тавара е урăх япалана) пĕр вырăнтан тепĕр вырăна турттарса куçар.

фанатизм

мн. нет фанатизм (тĕн ĕçĕсенче, политика ĕçĕсенче е урăх тĕлĕшпе хăйĕн тĕп шухăшĕсене çирĕп хӳтĕлени, вĕсемшĕн тем тума та (вилме те) хатĕр пулни).

урожай

тырпул, тырпул е урăх çимĕç тухăçĕ.

беженец

, -нца беженец (пĕр вырăнтан тепĕр вырăна вăрçă пирки е урăх мĕнле те пулин инкек пирки куçса (тарса) кайнă çын).

больше

ытла, ытларах, нумай, нумайтарах; пысăкрах; урăх, тек; больше не приходи тек ан кил, урăх ан кил.

буфет

буфет (1. чашăк-тирĕк, ĕçме-çиме тытмалли шкап; 2. ресторанта, учрежденире, пăрахут çинче чугун çул станцийĕнче тата урăх çĕрте апат-çимĕç сутмалли пӳлĕм).

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

а

прставка; урăх чĕлхесенчен кĕнĕ хутлă сăмахсенче мĕн пе пулин çуккине пĕлетерет, ⸗сăр [⸗сĕр] аффикспа пĕр пĕлтерĕшлĕ: алогичный логикăсăр; аритмичный ритмсăр.

акклиматизироваться

сов. и несов. 1. акклиматизицилен, çĕнĕ климата хăнăх (чĕрчунсемпе ӳсентăрнсем çинчен); 2. перен. урăх условисене хăнăх, çĕнĕ вырăнта пурăнма майлашса çит.

аранжировка

ж. муз. аранжировка (пĕр йышши инструментсемпе калама çырнă музыка произведенине урăх инструментсем валли майлаштарни).

астроботаника

ж. астроботаника (астрономин урăх планетăсем çинчи ӳсентăрансене тĕпчесе вĕренекен пайĕ).

больше

1. сравн. ст. от прил. большой и великий 2. пысăкрах, мăнăрах, аслăрах; 2. сравн. ст. от нареч. много 1 нумайрах, ытларах, йышларах; 3. нареч. урăх, тек; больше не могу урăх пултараймастăп; больше так не буду тек ун пек тумăп; больше того унтан та ытларах.

видоизменение

с. (приобретение или утрата каких-л. признаков) улшăну, улшăнни, урăхланни; 2. (внесение изменений) урăхлатни; 3. (разновидность) урăх йышши, тепĕр йышши.

выбыть

сов. тухса кай, пăрахса кай; выбыть в другой город урăх хулана куçса кай; выбыть из школы шкула çӳреме пăрах; выбыть из игры вăйăран тухса ӳк.

выселить

сов. кого-что 1. кăлар, кăларса яр, хăваласа кăлар; выселить из квартиры хваттертен кăларса яр; 2. (переселить) куçар (пурăнма урăх çĕре).

выселиться

сов. куç, куçса кай (пурăнма урăх çĕре).

гипертрофия

ж. биол., мед. гипертрофи (организмăн пĕр-пĕр пайĕ чире е урăх сăлтава пула ытлашши ӳссе кайни).

дальнейший

прил. малалли, малашнехи, ӳлĕмхи; дальнейшие переговоры бесполезны урăх калаçнин усси пулас çук, малалла калаçни усăсăр; ◇ в дальнейшем малашне, малалла, ӳлĕм.

дальше

1. сравн. ст. от прил. далёкий 1—4 и нареч. далеко инçерех, леререх, катарах, аяккарах; я живу дальше вас эпĕ сиртен леререхре пурăнатăп; 2. нареч. (затем) малашне, малалла, унтан, вара, хыççăн; дальше что будет? малашне мĕн пулĕ-ши?; 3. нареч. разг. (больше) малалла, урăх, текех; я дальше не стал слушать эпĕ урăх итлемерĕм; ◇ дальше (ехать) некуда малалла кайма çук; дальше больше шалтан шала, шалтан та шала; дальше носа не видеть сăмсаран аякрине ан кур.

дебит

м. дебит (пĕр-пĕр вырантан палăртнă вăхăт хушшинче илсе тăракан шыв, газ е мĕнле те пулин урăх шĕшекĕн хисепĕ); дебит артезианского колодца артезиан çăлĕ паракан шыв хисепĕ.

дело

с. 1. ĕç; сидеть без дела ĕçсĕр лар; вы сделали доброе дело эсир ырă ĕç турăр; 2. мн. дела ĕçсем; дела идут хорошо ĕçсем лайăх пыраççĕ; 3. (обстоятельство, явление) ĕç; не в том дело ĕç ун пирки мар; 4. (событие) пулса иртни; это дело было давно ку ĕç тахçанах пулса иртнĕ; 5. канц. дело (документсен папки);ближе к делу чи кирлине кала; в самом деле чăнах та; то и дело пĕрмай, яланах; в чём дело? мĕн пулчĕ?; дело мастера боится ĕç ĕçчентен хăрать; первым делом чи малтан; как дела? ĕçсем мĕнлерех?; моё дело сторона ман ĕç çук; не у дел ĕçсĕр; пустить в дело ĕçе яр; грешным делом см. грешный; другое дело ку урăх япала, ку урăх калаçу; по сути дела см. суть; дело в шляпе пулчĕ; дело делать ĕçле, тăрăш; между делом ерçнĕ хушăра; моё дело маленькое маншăн пулсан пурпĕрех; за малым дело стало ĕç виçĕ пусшăнах чарăнчĕ.

демонстрация

ж. 1. демонстраци; первомайская демонстрация майăн пĕрремĕшĕнчи демонстраци; 2. (показ) демонстрацилени, кăтартни; демонстрация нового фильма çĕнĕ фильм кăтартни; 3. воен. демонстраци (тĕп çапăçу пулас вырăна тăшман ан асăрхатăр тесе, урăх вырăнта çапăçни).

другой

прил. 1. тепĕр, урăх; в другой раз тепĕр чух; 2. (второй, следующий) иккĕмĕш, тепĕр, урăх; на другой день тепĕр кунне, иккĕмĕш кунĕнче; 3. в знач. сущ. другое с. урăххи, ытти, тепри; ему говоришь одно, а он делает другое ăна апла калатăн, вăл урăхла тăвать; другими словами урăхла каласан; другое дело см. дело.

заимствование

с. 1. по гл. заимствовать; заимствование слов из другого языка урăх чĕлхерен сăмахсем йышăнни; 2. (то, что заимствовано) йышăну, йышăннă..; иноязычное заимствование урăх чĕлхерен йышăннă сăмах.

залётный

прил. вĕçсе килнĕ; ютран килнĕ; залётные птицы урăх çĕртен вĕçсе килнĕ кайăксем.

заречься

сов. сăмах пар, тупа ту (урăх тумастăп тесе); он зарёкся курить вăл туртмастăп тесе (е туртмасса) сăмах панă.

иммигрировать

сов. и несов. урăх çĕршыва куçса кай, иммиграцилен.

иначе

нареч. 1. урăхла, тепĕр тĕрлĕ, урăх майлă (е майпа); совершенно иначе пачах урăхла; делать иначе урăхла ту; говорить иначе урăхла кала; иначе говоря тепĕр майлă каласан; 2. в внач. против, союза, разг. атту, унсăрăн; беги, иначе опоздаешь! чуп, атту кая юлатăн!; ◇ так или иначе в знач. вводн. сл. епле пулсан та.

инверсия

ж. лингв., лит. инверси (палăртса калама е урăх тĕллевпе предложенири сăмахсен йĕркине улăштарни).

инвестиция

ж. эк. инвестици, капитал хывни; заграничные инвестиции урăх çĕршывсене капитал хывни.

иногородний

прил. ют хула ⸗ĕ [⸗и], ют (е урăх) хулари.

иной

прил. 1. (другой) урăх, тепĕр; иным способом тепĕр майпа; иной путь урăх çул; это совсем иное дело ку пачах урăх ĕç; иными словами урăхла каласан; 2. (некоторый) хăшпĕр, тепĕр, хăш; иной человек хăш çын; в иные годы çулĕ-çулĕпе, хăшпĕр çул; 3. в знач. сущ. м. тепри, хăшĕ-пĕри; иному и невдомёк тепри ăна тавçăрса та илеймест; иной раз хăшпĕр чух; тот или иной ку е вăл.

иноплеменный

прил. уст. ют йăх ⸗ĕ [⸗и], ют халăх ⸗ĕ [⸗и] (çынни), урăх йăхри.

инородный

прил. ют, урйх тĕрлĕ, урйх йышши; инородные явления урăх пулăмсем; инородное тело 1) мед. ӳтри ют япала (сăм. снаряд ванчăкĕ); 2) ют çын (шухăшĕпе, тĕллевĕпе).

иноязычный

прил. 1. урăх чĕлхепе калаçакан, урăх (е ют) чĕлхеллĕ; иноязычное население урăх чĕлхеллĕ халăх, урăх чĕлхепе калаçакан халăх; 2. урăх чĕлхерен кĕнĕ (е илнĕ, йышăннă); иноязычные слова урăх чĕлхерен кĕнĕ сймахсем.

истребитель

м. 1. тĕп тăвакан, пĕтерекен (вĕлерсе, çĕмĕрсе е урăх майпа), пĕтермĕш; истребитель насекомых хурт-кăпшанкăсене пĕтерекен; 2. ав. истребитель; реактивный истребитель реактивлă истребитель; экипаж истребителя истребитель экипажĕ.

концессия

ж. концесси (1. пĕр-пĕр правительство урăх патшалăх çыннисене промышленность предприятийĕсем лартма ирĕк пани; 2. çак майпа йĕркеленĕ предприяти).

кончено

в знач. сказ. безл. 1. с кем-чем пĕтнĕ; çук; между ними все кончено вĕсем хушшинче нимĕн те çук; 2. (довольно) çитет, çитĕ; кончено, больше не буду курить! çитет, урăх туртмастăп (табак);

крайность

ж. 1. (крайняя степень) виçерен тухни (е иртни), чикĕрен тухса кайни; впадать в крайность виçерен тухса кай; 2. (противоположное другому) хире-хирĕçлĕх; две крайности икĕ хире-хирĕçлĕх; 3. (тяжёлое положение) чăтма çук йывăрлăх, урăх чăтма çукки; дойти до крайности чăтма çук йывăрлăха кĕрсе ӳк; до крайности чăтма çук, çав тери; довести до крайности тарăхтарса çитер.

лен

м. ист. лен (пысăк çĕр хуçи феодал хăйĕн тăрçине çар службинче тăнăшăн е урăх ĕçсемшĕн паракан çĕр).

миграция

ж. миграци, куçни, куçса çӳрени, куçса кайни (1. халăх урăх çĕре е çĕршыва пурăнма куçни; 2. биол. çутçанталăк условийĕсем улшăннă май чĕрчунсем урăх вырăна пурăнма куçни; 3. хими элеменчĕсем сывлăшра куçса хутăшни).

мимикрия

ж. биол. мимикрия (ӳсентăрансем е чĕрчунсем хăйсене сыхласа урăх организм тĕсне йышăнни).

неповторимый

прил. урăх пулма пултарайман, тавăрăнми.

нечего

мест. отриц. с неопр. нимĕн те; мне больше нечего сказать манăн урăх нимĕн каламалли те çук; ◇ делать нечего ним тума та çук; нечего сказать см. сказать; от нечего делать см. делать.

обертон

м. обертон (тĕп тона урăх сĕм паракан сасă; тембр).

оптация

ж. юр. оптаци (çуралнă çĕр урăх патшалăх аллине куçсан гражданлăх суйласа илме паракан право).

от⸗

(ото⸗, отъ⸗) приставка 1. глаголсем тума уса курнă чухне çакна пĕлтерет: камран-мĕнрен илнине, куçнине, катертнине: отбежать чупса кай; отступить чакса кай; отгрести ишсе кай; 2) япала пайне е пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса тăракан япаласенчен пĕрине илнине: отвинтить пăрса ил; откусить çыртса ил; отрезать касса ил; 3) хирĕç мĕн те пулин тунине: отблагодарить тав ту; откликнуться хирĕç чĕн; 4) ĕç пулса çитсе чарăннине: отбарабанить параппан çапса чарăн; отцвести чечене ларса ирт; 5) ĕç вăйлăн е тĕплĕн пулса иртнине: отшлёпать çупкаласа ил; отстрогать саваласа якат; 6) мĕнрен те пулин писнине, хăтăлнине: отучить пăрахтар; отвыкнуть хăнăху çухат; 7) ⸗ся сыпăкпа пĕтекен глаголсенче мĕнрен те пулин пăрăннине: отговориться сăлтав тупса пăрăнса юл; 8) нумайччен тăрса, ларса е урăх майпа туăми тунине: отсидеть ларса туйми ту; 2. паллă ячĕсене тунă чухне мĕнрен те пулин пулнине пĕлтерет: отымённый ятран пулнă; отглагольный глаголран пулнă.

отвести

сов. 1. кого (доставить куда-л.) леçсе яр, кайса яр; отвести детей в детский сад ачасене ача садне леçсе яр; 2. кого (в сторону) аяккалла илсе кай; 3. кого-что, воен. чакар, каялла илсе кай (е куçар); отвести войска çарсене каялла куçар; 4. кого, перен. (отвлечь от чего-л.) ютшăнтар, пистер, сивĕт, пăр; 5. что (направить в сторону) пăрса яр; отвести воду шыва урăх еннелле пăрса яр; 6. кого-что, перен. ан йышăн, сирсе яр, пăрса яр; отвести кандидатуру кандидатурăна сирсе яр; отвести удар çапнине пăрса яр; 7. что (выделить, предоставить) касса пар, уйăрса пар; отвести участок земли çĕр участокĕ касса пар; ◇ отвести душу см. душа; отвести глаза 1) куçа тарт; 2) кому-л. ултала, аяккалла пăрса яр.

отвлечь

сов. 1. кого-что пăрса яр, пăр (урăх çĕрелле); 2. кого пăр, уйăр, тат; отвлечь от дел ĕçрен уйăр; 3. что (абстрагировать) уйăрса ил, абстракциле.

откомандировать

сов. кого-что куçар, яр (урăх ĕçе е вырăна).

отогнуться

сов. 1. (распрямиться) тӳрлен, тăсăл; 2. (загнуться в сторону) авăн (аяккалла е урăх майлă), аванса кай.

паспорт

м. в разн. знач. паспорт; сменить паспорт паспорт çĕнет; паспорт телевизора телевизор паспорчĕ; паспорт автомобиля автомобиль паспорчĕ; заграничный паспорт урăх çĕршыва каймалли паспорт.

перебазироваться

сов. урăх çĕре (е вырăна) куç.

перебить

сов. 1. кого (убить многих) вĕлерсе пĕтер (е тух, тăк); 2. что (разбить многое) ватса (е çĕмĕрсе) тăк (е пĕтер); что (сломать) çĕмĕр, аркат, тат; хуç; перебить руку алла хуç; перебить провод пралука тат; кого-что (прервать) пӳл, пӳлсе ларт; перебить оратора оратора пӳл; 5. что, разг. (перехватить) пӳлсе (е ăмăртса) ил (çын илес товара); 6. что (вбить в другое место) урăх çĕре çапса ларт; перебить гвоздь пăтана урăх çĕре çап; ◇ перебить дорогу çулне тат; перебить сон ыйха тат.

перевезти

сов. кого-что каçар, куçар, каçарса (е куçарса, турттарса) кай (е кил); перевезти на другое место урăх çĕре турттарса кай; перевезти через реку шыв урлă каçар.

перевестись

сов. 1. куç; перевестись на другую работу урăх ĕçе куç; 2. разг. (исчезнуть, кончиться) пĕт, ан юл; в речке перевелась вся рыба çырмара пулă юлман; у него перевелись деньги вăл укçаран татăлнă.

передоверить

сов. что, кому-чему шанса пар (е хуш) (хăвна хушнине урăх çынна).

переименовать

сов. кого-что ятне улăштар; çĕнĕ (е урăх) ят пар.

переквалифицироваться

сов. и несов. çĕнĕ квалификаци туян, урăх профессие вĕрен (е куç).

переключить

сов. 1. что, тех. улăштар, урăх еннелле яр; 2. кого-что куçар; переключить завод на произведстве сеялок завода сеялка тăваç ĕç çине куçар; 3. что, перен. (придать новое направление, напр. беседе) куçар, пар, парса яр (сăмаха).

переключиться

сов. куç; переключиться на другую работу тепĕр (е урăх) ĕçе куç; разговор переключился на другую тему сăмах урăх ыйту çине куçрĕ.

перекочевать

сов. 1. куç, куçса кай (урăх вырăна); 2. разг. (переехать) куç (урăх ĕçе, хваттере); перекочевать на новую квартиру çĕнĕ хваттере куç.

перекрасить

сов. что 1. (заново) çĕнĕрен (е тепĕр хут) сăрла (е пĕвет), урăх тĕслĕ ту; 2. (всё, многое) сăрласа тух, пĕветсе пĕтер.

перекрестить

сов. 1. кого-что хĕрес хыв (е хур); 2. кого (окрестить в другую веру) тепĕр тĕне кĕрт, урăх тĕн йышăнтар; 3. кого-то, разг. (дать другое имя) урăх ят пар, ят улăштар; йăнăш ятпа чĕн; 4. что (сделать крестнакрест) хĕресле, хĕреслесе хур.

перекреститься

сов. 1. сăхсăх, сăхсăхса ил; 2. (окреститься в другую веру) урăх тĕне кĕр, урăх тĕн йышăн.

переложить

сов. 1. что (по-иному) илсе (е куçарса) хур; переложить в другое место урăх вырăна (е çĕре) хур; 2. что, перен. (возложить на другого) çынна хуш, çын çине яр; переложить вину на других айăпа çын çине яр; 3. что, чем хушшине хур, хурса тух; переложить яблоки стружкой панулмисене çункавпа хурса тух; 4. что (сложить заново, иначе) çĕнĕрен (е пăсса, урăхла) купала (е хур); переложить печку кăмака пăсса купала; 5. что, чего, разг. (положить лишнее) ытлашши хур (е яр), хурса (е ярса) тултар; 6. что, муз., лит. хыв, çыр; переложить стихи на музыку сăвва кĕвĕле; переложить прозу стихами прозăна сăвăласа çыр; 7. чего и без доп., разг. (много, выпить) ытлашши ĕç.

перемещение

с. по гл. переместить(ся); перемещение по службе урăх ĕçе куçарни (е куçни).

переобуть

сов. 1. кого хывса тăхăнтар, салтса сыртар, урăх атă-пушмак тăхăнтар; 2. что хывса тăхăн, ура салтса сыр.

переобучить

сое. кого-что çĕнĕрен (е çĕнĕлле, урăхла, урăх ĕçе) вĕрент.

переобучиться

сов. çĕнĕрен (е çĕнĕлле, урăхла, урăх ĕçе) вĕрен.

переодеть

сов. 1. кого (тумтир) хывса (е улăштарса) тăхăнтар; переодеть ребёнка ачана урăх тумтир тăхăнтар; 2. что (тумтир) хывса (е улăштарса) тăхăн; переодеть платье кĕпе улăштарса тăхăн.

переползти

сов. 1. что, через что шуса (е упаленсе) каç; переползти овраг çырма урлă шуса каç; 2. (ползком переместиться куда-л.) шуса куç; змея переползла на другое место çĕлен урăх çĕре шуса куçрĕ.

перерядиться

сов. в кого, во что, разг. урăхла тумлан, урăх тум тăхăн.

пересадить

сов. 1. кого-что куçарса ларт, куçар; пересадить ученика вĕренекене куçарса ларт; пересадить огурцы хăяра куçарса ларт; 2. что, мед. куçарса ларт (организм пайне); 3. что (насадить на что-л. другое) ларт; пересадить топор на другое топорище пурта урăх авăр ларт.

переставить

сов. кого-что куçарса (е ылмаштарса) ларт, куçар (урăх вырăна); переставить мебель сĕтел-пукана куçарса ларт.

пересыпать

сов. что 1. (в другое место) урăх (е тепĕр) çĕре яр (е тултар, пушат); 2. (обсыпать чем-л.) сап, сапса хур (е тух); пересыпать вещи нафталином япаласене нафталин сапса тух; 3. перен. разг. хуша-хуша (е хушса) кала.

переучиться

сов. 1. (заново) çĕнĕрен (е урăх ĕçе) вĕрен; 2. (причинить вред учением) минричченех вĕрен.

перифраз

м., перифраза ж. лит. перифраз (урăх сăмахпа калани).

перифразировать

сов. и несов. что, лит. урăх сăмахпа кала, тепĕр тĕрлĕ кала; перифразировать пословицу ваттисен сăмахне тепĕр тĕрлĕ кала.

подданство

с. ...çынни (е гражданине) пулни, ...гражданствинче тăни; двойное подданство икĕ çĕршыв гражданине пулни; переменить подданство урăх патшалăх гражданине пулса тăр.

посторонний

прил. 1. (чужой) ют; 2. (побочный) урăх, аякри, кирлĕ-кирлĕ мар, тĕп мар; посторонние дела кирлĕ-кирлĕ мар ĕçсем; 3. в знач. сущ. посторонний м., посторонняя ж. ют çын; посторонним вход воспрещён ют çынсене кĕме юрамасть.

преобразовать

сов. что. 1. улăштар, çĕнет, урăхлат, урăх ⸗лă [⸗лĕ] ту; преобразовать коренным образом тĕпрен улăштар; 2. физ., мат. улăштар, ⸗ран [⸗рен], ⸗тан [⸗тен], ту; преобразовать переменный ток в постоянный улшăнакан токран улшăнман ток ту.

привкус

м. 1. урăх тутă, ...тути, ...тутăллă пулни; иметь привкус чего-л. урăх тутă кала; с горьким привкусом вачак тутăллă; 2. перен. шăршă, сĕм.

привходящий

прил. тата урăх, хушма, тĕп мар; привходящие обстоятельства тата урăх сăлтавсем.

прямой

прил. 1. (ровный) тӳрĕ, тикĕс, яштак(а), йăрăç; (о дереве) шулака; (о носе) тӳрткен, пукле; прямая линия туп-тӳрĕ йĕр; прямая дорога тӳрĕ çул, пӳкле çул; 2. (не вьющийсяо волосах) йăшăркка (çӳç, çăм); 3. (непосредственно связывающий) тӳрĕ, тӳрех, тӳррĕнех; поезд прямого сообщения çул вĕçне çитиех каякан поезд; говорить по прямому проводу телефонпа тӳррĕнех калаç; 4. (непосредственный) тӳрĕ; прямые выборы тӳрĕ суйлав; 5. (откровенный) тӳрĕ; уçă; прямой человек тӳрĕ çын; 6. (явный) кĕретех, чăннипе, чăн-чăн; прямой обман чăн-чăн суя; 7. в знач. сущ. прямая ж. мат. тӳрĕ йĕр; прямое значение слова или прямый смысл слова сăмахăн тӳрĕ пĕлтерĕшĕ; прямая дорога или прямой путь чи кĕске (е тӳрĕ) çул (пĕр-пĕр ĕç тумалли); прямая речь грам. урăх çын сăмахĕ, тӳрĕ пуплев; прямое дополнение грам. тӳрĕ дополнени; прямый угол мат. тӳрĕ кĕтес; прямый наследник тĕпкĕч, еткер тивекенни; прямая кишка анат. кутана; одежда прямого покроя тӳрĕ пилĕклĕ тумтир.

раз

союз усл. разг. пулсан, енчен, ытах, эхер; раз так, не о чем больше говорить ытах апла пулсан, урăх калаçмалли те çук.

салат

м. салат (1. çиме юрăхлă çулçăллă ӳсентăран; 2. унăн çулçинчен е урăх пахча-çимĕçрен ашпа, хăймапа хатĕрленĕ апат).

сказ

м. 1. фольк. хайлав; сказ о Ленине Ленин çинчен хывнă хайлав; 2. разг. уст. хайлав, калав; вот (тебе) и весь сказ урăх ним каламалли те çук.

сманить

сов. кого-что, разг. 1. (привлечь приманкой) астар, илĕрт; сманить кур зерном чăхсене тырăпа илĕрт; 2. (переманить) илĕртсе (е астарса) кай; сманить на другое место урăх çĕре илĕртсе кай.

спектр

м. спектр (çутă пайăркисем кĕленче е урăх япала витĕр тухнă хыççăн курăнакан тĕрлĕ тĕслĕ йăрăмсем).

суверенитет

м. суверенитет (государство хăйĕн шалти тата тулашри ĕçĕсенче хăйне ирĕккĕн, урăх государствăсене пăхăнмасăр пурăнни).

термоядерный

прил. термоядерлă; термоядерная реакция термоядерлă реакци (питĕ пысăк температурăра водород ядри урăх элементсен ядрине куçнă чух пулакан реакци); термоядерное оружие термоядерлă хĕçпăшал.

увидеться

сов. курнăç, кур (пĕр-пĕрне); мы больше не увидимся эпир пĕр-пĕрне урăх кураймăпăр.

уличить

сов. кого-что вăрăпа (е тĕспе) тыт, айăпла, питле, ал палли туп (вăрласан е урăх айăп тусан).

фронт

м. в разн. знач. фронт; уехать на фронт фронта кай; вернуться с фронта фронтран таврăн; командующий фронтом фронт командующийĕ; культурный фронт культура фрончĕ; ◇ на два фронта ик еннелле, ик çĕрелле; широким фронтом анлăн, сарлакан; переменить фронт фронта улăштар, урăх çĕрелле çаврăн; стать (или вытянуться) во фронт яшт тӳрленсе тăр.

чужой

прил. 1. (принадлежащий другим) çын ⸗ĕ [⸗и], ют; чужая книга çын кĕнеки; чужие вещи çын япалисем, ют япаласем; под чужим именем (урăх) çын ячĕпе; 2. (посторонний, не родной) ют; чужие люди ют çынсем; чужая сторона ют ен; 3. в знач. сущ. чужое с. çын япали; взять чужое çын япалине ил; ◇ с чужих слов çын сăмахĕ тăрăх; чужими руками жар загребать посл. çын аллипе кăвар турт; на чужой роток не накинешь платок посл. çын çăварне купласа çитереймĕн.

шрифтовой

прил. шрифт ⸗ĕ [⸗и], шрифтлă; шрифтовое выделение слова сăмаха урăх шрифтпа палăртни.

экспатриация

ж. экспатриаци (тăван çĕршывран урăх çĕршыва куçса е куçарса кайни).

этакий

мест. указ. разг. кун пек, ун пек; где ещё найдёте этакую красоту? кун пек илемлĕ вырăн ăçта пур-ши урăх?

Социаллӑ сӑмахлӑхӑн вырӑсла-чӑвашла словарӗ (2004)

анклав

анклав (пёр патшалăхăн урăх патшалăхсем хушшинче вырнаç-нă пайĕ, сăм., Раççейĕн Калининград облаçё)

гастроли

гастроль (урăх вырăна кайса спектакльсем лартни, концертсем ирттерни); зарубежные гастроли ют çĕршыври гастроль; находиться на гастролях гастрольте пул

диалектизм

диалектизм, диалект пулăмĕ (вырăнти сăмах е урăх чĕлхе уйрăмлăхĕ)

диаспора

диаспора (пĕр-пĕр халăхăн тĕп пайĕнчен уйрăм, урăх çĕрте пурăнакан ушкăнĕсем); чувашская диаспора в Поволжье Атăл тăрăхĕнчи чăваш диаспори

виза

1. хушу, кăтарту, йышăну (документ çине пуçлăх çырса хуни); дать заявление на визу директору заявление директора йышăну çырма пар 2. виза (урăх сĕршыва кайма ирĕк пани); въездная виза çĕршыва кĕмелли виза; продление срока визы виза срокне тăсни

иждивенчество

иждивенилĕх (урăх çын е патшалăх шучĕпе пурăнма хăнăхни)

иммиграция

иммиграци (çын урăх çĕршыва пурăнма куçса кайни)

иногородний

ютран килнĕ, урăх çĕртен килнĕ; иногородние студенты урăх çĕртен килнĕ студентсем

интервенция

интервенци (урăх çĕршыв ĕçĕесене вăйпа хутшăнни, ун çĕрне йышăнни); вооружённая интервенция хĕç-пăшаллă интервенци; экономическая интервенция экономика интервенцийĕ

концессия

концесси (патшалăх аллинчи çĕрсене, предприятисене т.ыт. пурлăха урăх патшалăха, предприятие е уйрăм çынна пайлă вăхăтлăха усă курма пани); взять в концессию завод концессие завод ил

корпус

1. корпус (çар пĕрлешĕвĕ); танковый корпус танк корпусĕ; стрелковый корпус çуран çар корпусĕ; 2. корпус, йыш; законодательный корпус закон кăларакансен йышĕ; дипломатический корпус дипломатсен корпусĕ (пĕр-пĕр çĕршыври урăх çĕршывсен дипломачĕсем)

курсовка

курсовка (курортра сипленсе апатланмалли, анчах урăх çĕрте пурăнмалли документ)

манёвр

1. манёвр (çарсене урăх вырăна куçарса çапăçни); стратегический манёвр стратеги манёврĕ 2. манёвры манёврсем (çарсен куçăмлă вĕренĕвĕ); военно-морские манёвры тинĕс çар маневрĕсем 3. хайла, кавар, ултавлă ĕç; политические манёвры политикăри каварсем

мигранты

мигрантсем, куçансем (тăван çĕрĕнчен урăх çĕре пурăнма куçнă çынсем)

невмешательство

хутшăнманлăх; хутшăнманни; невмешательство во внутренние дела других государств урăх патшалăхсен шалти ĕçĕсене хутшăнманни

подписной

1. çырăну -ĕ; çырăнса илмелли; подписные издания çырăнса илмелли кăларăмсем 2. шантару -ĕ (шантарса ала пусни); подписной лист шантару листи (укçа хывма е урăх ĕç тума пулса алă пусмалли список)

преемственность

çыхăнулăх, тытăнкăлăх, вĕçе-вĕçлĕх; преемственность власти власть çыхăнулăхĕ (вăл урăх ушкăн аллине куçманни); преемственность политики политика тытăнкăлăхĕ

рабочий

1. рабочи, ĕçлекен; квалифицированный рабочий квалификациллĕ рабочи; индустриальные рабочие индустри рабочийĕсем; иностранные рабочие ют çĕршыв рабочийĕсем (урăх çĕршыва кайса ĕçлекенсем) 2. ĕç -ĕ; рабочее место ĕç вырăнĕ; рабочая неделя ĕç эрни; рабочий инвентарь ĕç хатĕр-хĕтĕрĕ; рабочая сила ĕç вăйĕ 3. рабочи …, рабочи -ĕ; рабочий посёлок рабочи посёлок; рабочий класс рабочи класс; рабочее движение рабочисен юхăмĕ; рабочие профессии рабочи профессийĕсем

садизм

хаярлăх, тискерлĕх (урăх çынна хĕн-асап кăтартнипе киленес киревсĕр йăла)

эмиграция

эмиграци (çынсем хăйсен çĕршывĕнчен урăх çĕршыва пурăнма куçни)

трудовой

ĕç -ĕ, ĕçлев -ĕ; ĕçри; трудовое законодательство ĕçлев законĕсем; трудовое соглашение ĕç килĕшĕвĕ; трудовой мигрант ĕç мигранчĕ (урăх çĕршыва ĕçлеме кайса çӳрекен); трудовая книжка ĕçлев кĕнеки (ĕçленĕ вырăнсене, вăхăта çырса пыни); трудовые споры ĕçлев тавĕсем

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

урăх

башка, бүтән, үзгә

Чӑвашла-эсперантолла сӑмах кӗнеки

вырăн

[viron]
loko, lito, posteno
кунта урăх вырăн çук — ĉi tie ne estas plu lokoj
вырăн йышăн — gajni lokon
пирĕн пухăм иккĕмĕш вырăн йышăннă — nia nacia teamo gajnis la duan lokon
(хăй) вырăнне хума ан ман — ne forgesu remeti en sian lokon
пуш вырăн — neuzata terpeco, loko
вырăнĕ-вырăнĕпе — kelkloke
вырăнлă — bonokaza, konvena
эс(ĕ) питĕ вырăнлă каларăн — vi diris tute bonokaze
выр(ă)наç — enloĝiĝi, setli, lokiĝi
выр(ă)наçтар — lokigi, helpi trovi laborlokon, publiki
вырăнти — (sur)loka
вырăнти чĕлхе — loka, regiona lingvo, dialekto

куç

[kuŝj]
moviĝi (moviĝu), transmetiĝi (transmetiĝu)
куçса кай — translokiĝi
урăх ĕçе куç — ŝanĝi laborlokon
куçса лар — flankeniĝi, ŝanĝi la lokon

урăх

[u'roĥ]
alia; plu; ankaoraŭ ne
урăх пур(ă)нăç — alia vivio
урăх пĕлтерĕшсем — aliaj signifoj
ман(ăн) урăх ĕçсем — mi havas aliajn aferojn
урăх тĕнче — alia mondo
урăх каймастăп — mi ne plu iros
ку урăх калаçу — tio estas alia afero
урăхла — alie, alimaniere
урăхла каласан — alivorteя
урăхла пулаймасть — aliel ne eblas
урăхлан — fariĝi alia, ŝanĝiĝi
урăхлантар — aliigi, ŝanĝi
урăхлат — ŝanĝi
урăхран — denove, refoje

Йоханнeс Бeнцингăн (Benzing) нимĕçле-чăвашла словарĕ

übersiedeln

urăh vyrăna kuzsa laras
урăх вырăна куçса лар

weiteres

urăh
урăх

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

урăх

, урăххи «другой», «иной»; МК азрык «другой», «особый», «отдельный» (I, 91); Зол. бл. адрук «различный»; тефс. XII-XIII вв., ПК адын (д п ) азерб. ӧзкә, Замахш., уйг., ст. узб. ӧзгӓ, узб. узга, башк. узгә «другой», «иной»; алт. В, тат. артык «остаток», «избыток», «излишек»; «лишний»; якут., урукку «прежний».

Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ

Ăсран кай

Ăсран кай сходить / сойти с ума, помешаться в уме. Пĕррехинче, урăх нимле больницăна та лекейменнипе, ăсран кайнă çынсен çуртне те лексе пăхнă. В. Паймен.

Кăмăл ту

Кăмăл ту 1. желать / пожелать что делать; 2. исполнять / исполнить желание кого, чье; 3. оказывать / оказать любезность кому-чему, проявлять / проявить доброжелательство к кому-чему.
1. Çынсем те урăх калаçса тăма кăмăл тумарĕç. Ю. Айташ. 2. Анчах Айтар кăмăлне тумасан, эпир ялĕпе пĕтетпĕр. П. Осипов. 3. Ларсам, хăна, ларсамччĕ, Пире кăмăл тусамччĕ. Ю. Скворцов. Тен, — ăçтан пĕлме пултарăр? Ман ята та хуртарма Кăмăл тăвĕ тĕп хуламăр Пĕр-пĕр урлă урама. П. Хусанкай.

Сăмавар ларт

Сăмавар ларт ставить / поставить самовар.
Ирхине Тая çăмарта ăшалать, каллех сăмавар лартать. А. Емельянов. Хăй чăлана кĕрсе урăх кĕпе тăхăнчĕ те вучах умĕнче айкашма пуçларĕ, сăмавар лартрĕ. В. Игнатьев. Хĕрача инкек курнă çулçӳрене кăмăллăн йышăнать, сăмавар лартать, чей ĕçме çимĕç хатĕрлет. С. Лашман.

Тар шăршине ан шăршла

Тар шăршине ан шăршла не нюхать / не понюхать пороху.
Сергей хулари тревогăсăр пуçне урăх нимĕн те курман-ха, тар шăршине те шăршласа пăхман. А. Талвир.

Ура çине тăр

Ура çине тăр [çĕклен] становиться [вставать, подниматься] /стать [встать, подняться] на ноги (1. выздороветь, оправиться от болезни; 2. сделаться самостоятельным, приобрести независимое положение; 3. поправить, улучшить своё экономическое, материальное положение; 4. встать на ноги).
1. Ăнсăртран Сахрун пичче арăмĕ, Мавра инке, вĕри чирпе чирлесе ӳкрĕ те урăх ура çине тăраймарĕ, вилчĕ. М. Данилов-Чалтун. 2. Çавнашкал Шупашкар уесĕнче, Кӳкеçре, чухăнсем ура çине тăрса кĕрешме тытăнсанах, кулаксем вĕсене вăйпа тĕп тума хăтланса пăхаççĕ. И. Кузнецов. 3. Эпир хамăр хуçалăха ура çине тăратаймасан, пире çапса хуçĕç. В. Ленин. Ура çине тăнă-тăман тăлăха юлтăм. Ю. Званацкий. 4. Штаба бригада командирĕпе начдив килсе кĕчĕç. Пуçлăхсене полк штабĕнчисем ура çине кар тăрса кĕтсе илчĕç. В. Бурнаевский. Кил çинчен аса илсен, Мамлеев хатарланса ура çине тăчĕ, карттусне хывса, çӳçне пӳрнисемпе якатрĕ. Хв. Уяр.

Утăм ярса пус

Утăм ярса пус делать / сделать шаг.
Ярса пусрĕ çеç виç утăм, Персе анчĕ вал [политрук] çĕре. К. Кольцов. Сестра сĕтел патнелле пĕр утăм ярса пусрĕ те урăх хускалаймарĕ. Л. Агаков.

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

авангардист

ç.с., иск. Пултарулăхра авангард (авангардизм) мелĕсене тĕпе хуракан, пурнăçа пач çĕнĕлле сăнласа паракан ӳнерçĕ (туп.) е çыравçă. Шухăшĕ-ĕненĕвĕпе вăл [Б.Чиндыков] кĕретех авангардист,... ун ăс ирĕкĕ тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтерет, унăн эстетика тĕллевлĕхĕ ... хăнăхнă ăслайсене хирĕç-лет. Ю.Яковлев //ХЧЛ, 1990, 6—7 с. «Абстракционистсемпе» «авангардистсем» айкашни тарама кайрĕ, çĕршывăмăра та, урăх çĕре те тухаймарĕç вĕсем. Я-в, 1992, 9 /, 18 с. Карягина авангардист сасси, чăнах та, уçăмлă мар. Х-р, 3.09.1996, 4 с. Тĕп вырăнта вара [куравра]60-мĕш çулсенчи авангардистсен картинисем. ÇХ, 1997, 48 /, 8 с.

выççăлккă

п.с. Çынсем урăх вырăнтан куçса кил-çурт çавăрнипе йĕркеленнĕ пĕчĕк ял. Октябрь выçăлккинче пурăнакансем республикăри мĕн пур граж-дансене ... чĕнсе калани. К-н, 1981, 15 /, 3 с. Хуласен категорине кĕртмен пункт, сала, поселок, ял, выççăлккă. Х-р, 9.01.1998, 2 с. Выççăлкăялран, саларан, хуларан уйрăлса тухнă вырăн. Н.Нау-мов, 2002, 9 с. — Ашмарин, V, 219 с.

выçăлккă

п.с. Çынсем урăх вырăнтан куçса кил-çурт çавăрнипе йĕркеленнĕ пĕчĕк ял. Октябрь выçăлккинче пурăнакансем республикăри мĕн пур граж-дансене ... чĕнсе калани. К-н, 1981, 15 /, 3 с. Хуласен категорине кĕртмен пункт, сала, поселок, ял, выççăлккă. Х-р, 9.01.1998, 2 с. Выççăлкăялран, саларан, хуларан уйрăлса тухнă вырăн. Н.Нау-мов, 2002, 9 с. — Ашмарин, V, 219 с.

выççăлкă

п.с. Çынсем урăх вырăнтан куçса кил-çурт çавăрнипе йĕркеленнĕ пĕчĕк ял. Октябрь выçăлккинче пурăнакансем республикăри мĕн пур граж-дансене ... чĕнсе калани. К-н, 1981, 15 /, 3 с. Хуласен категорине кĕртмен пункт, сала, поселок, ял, выççăлккă. Х-р, 9.01.1998, 2 с. Выççăлкăялран, саларан, хуларан уйрăлса тухнă вырăн. Н.Нау-мов, 2002, 9 с. — Ашмарин, V, 219 с.

диск

ç.п. Кĕвĕ-юрă е урăх информаци çырнă пластинка. Юрлать, пысăк çитĕнӳсем тăвать, темиçе диск çыртарса кăларнă. Х-р, 17.06.1992, 2 с. Влад Сташевский сцена çине тухнăранпа кăçал пилĕк çул çитет. Çакна вăл çĕнĕ диск кăларнипе паллă тăвать. Т-ш, 1998, 12 /, 12 с. Эп халех чаплă хитсен тулли дискне çыртарса хатĕрлеме пултаратăп. ÇХ, 1999, 1 /, 5 с. Киле çитрĕм те ывăннине пăхмасăрах диск итлерĕм. Х-р, 1.06.2000, 3 с. — лазер диск (ÇХ, 1998, 47 /, 8 с.).

кукка

п.п., куçăм. Ĕç вырăнĕпе (должноçпа) усă курса пĕлĕш-тăванне пулăшу кӳрекен çын; хунтă. Вĕсем виççĕмĕш класлă водительсенчен чип-чиперех «пĕрремĕш класлисем» пулса тăнă, ... ырă куккасем пулăшнипе. К-н, 1987, 8 /, 3 с. «Кукка» пулмасан ан та сĕкĕн [Пуçелĕк]. ÇХ, 1996, 2 /, 2 с. Анчах таса карьера пултăр... Хыçран пĕр-пĕр «кукка» тĕртсе пырать-тĕкпачах урăх калаçу. ÇХ, 1999, 39 /, 12 с. Пĕр-пĕр «пуян кукка» пулăшăвĕ кирлĕ-мĕн кунта. ТА, 2003, 2 /, 72 с. — палланă «кукка» (ÇХ, 1996, 2 /, 2 с.); хулăн кĕсьеллĕ куккасем (ÇХ, 2001, 14 /, 3 с.); пысăк вырăнта ларакан «кукка» (Ар, 2001, 21 /, 2 с.).

курăм

п.с. 1. Çын таврари пурнăç çине мĕнле пăхни, ăна епле хаклани. Яков Ухсай сăнласа пама ăста, унăн хăйĕн курăм. Вăл çын курманнине курма пĕлет. Г.Ефимов //Я-в, 1963, 4 /, 32 с. Хальхи поэтсен Шелепи тапхăрĕпе танлаштарсассăн — урăх курăм, урăх ăнлану. КЯ, 7.02.1982, 4 с. Вĕсен [çамрăксен] хăйсене евĕр курăм, хăйсен сасси. ТА, 1988, 10 /, 1 с. Чăваш шухăшлавĕпе курăмĕ çут çанталăкран çын еннелле ... куçса пыма кăмăллать. В.Родионов //Х-р, 18.11.1998, 3 с. — çĕнĕ курăм (Я-в, 1963, 11 /, 30 с.); философиллĕ курăм (Л.Таллеров, 1978, 10 с.); экзистенциаллă курăм (Х-р, 28.09.2001, 4 с.); — танл., тĕнчекурăм. 2. Куç умне тухакан сăнлăх; куçа курăнни. Чӳрече умĕнчи акацисем çине шевле ӳкнĕ... Ман чунра çак курăм иртнĕ кунсемшĕн хĕрхенӳ çеç çуратрĕ. А.Аттил //ТА, 1988, 10 /, 62 с. Сарри çĕрĕпех ... çурма ыйхăллă та çурма чăнлăхлă курăмсемпе аташса выртрĕ. В.Игнатьев, 1990, 47 с. Епле анлă курăм [тавралăх пирки]! Х-р, 30.04.1997, 7 с. Паян çав курăм харсăр Çăлтăрлăх. А.Т.-Ыхра, 2001, 80 с.

кӳнтелен

ч.с. Мĕн пулса иртнине куçăн курнă çын (е урăх сăпат); свидетель, тынă. Священниксемпе старейшинăсем Ииусуса айăпласа явап тыттарасшăн тăрăшаççĕ, ... икĕ суя кӳнтелене тара тытаççĕ. ЯБ, 1990, 12 /, 58 с. Милици сотрудникĕсем ... тĕпчев ирттереççĕ, кӳнтеленсемпе калаçаççĕ. Х-р, 5.05.1997, 2 с. Эйзин юратăвĕн кӳнтĕленĕсем (свидетелĕсем) — çут çанталăк пулăмĕсем, хĕвел, уйăх, пĕлĕт, çăлтăр... В.Абрамов, 1998, 11 с. Тăранман çăткăнсем ... кӳнтеленсене хăварма хăранă. ÇХ, 2000, 27 /, 4 с. — кӳнтеленсене суда чĕн (ЫХ, 2001, 20 /, 2 с.); кӳнтĕлене тĕпче (Х-р, 16.08.2001, 3 с. ).

кӳнтĕлен

ч.с. Мĕн пулса иртнине куçăн курнă çын (е урăх сăпат); свидетель, тынă. Священниксемпе старейшинăсем Ииусуса айăпласа явап тыттарасшăн тăрăшаççĕ, ... икĕ суя кӳнтелене тара тытаççĕ. ЯБ, 1990, 12 /, 58 с. Милици сотрудникĕсем ... тĕпчев ирттереççĕ, кӳнтеленсемпе калаçаççĕ. Х-р, 5.05.1997, 2 с. Эйзин юратăвĕн кӳнтĕленĕсем (свидетелĕсем) — çут çанталăк пулăмĕсем, хĕвел, уйăх, пĕлĕт, çăлтăр... В.Абрамов, 1998, 11 с. Тăранман çăткăнсем ... кӳнтеленсене хăварма хăранă. ÇХ, 2000, 27 /, 4 с. — кӳнтеленсене суда чĕн (ЫХ, 2001, 20 /, 2 с.); кӳнтĕлене тĕпче (Х-р, 16.08.2001, 3 с. ).

кĕнтелем

ч.с. Мĕн пулса иртнине куçăн курнă çын (е урăх сăпат); свидетель, тынă. Священниксемпе старейшинăсем Ииусуса айăпласа явап тыттарасшăн тăрăшаççĕ, ... икĕ суя кӳнтелене тара тытаççĕ. ЯБ, 1990, 12 /, 58 с. Милици сотрудникĕсем ... тĕпчев ирттереççĕ, кӳнтеленсемпе калаçаççĕ. Х-р, 5.05.1997, 2 с. Эйзин юратăвĕн кӳнтĕленĕсем (свидетелĕсем) — çут çанталăк пулăмĕсем, хĕвел, уйăх, пĕлĕт, çăлтăр... В.Абрамов, 1998, 11 с. Тăранман çăткăнсем ... кӳнтеленсене хăварма хăранă. ÇХ, 2000, 27 /, 4 с. — кӳнтеленсене суда чĕн (ЫХ, 2001, 20 /, 2 с.); кӳнтĕлене тĕпче (Х-р, 16.08.2001, 3 с. ).

лизинг

ç.с., фин., экон. Техникăна (е урăх пурлăха) майĕпен тӳлесе татмалли йĕркепе тара илни; аренда. Çакмалли-кăлармалли техникăна ... лизинг мелĕпе туянма пулать иккен. Х-р, 17.04.1996, 3 с. Колхоз топливо тата электроэнерги шучĕпе укçа перекетлесшĕн, лизинг йĕркипе çĕнĕ машинăсем илсе чуралăха кĕрсе ӳкесшĕн мар. ЧÇ, 1998, 14 /, 11 с. Виçĕм çул лизингпа икĕ трактор туяннă. ХС, 1999, 23 /, 2 с. Лизинг ял хуçалăх экономикине тĕреклетме пулăшать [Пуçелĕк]. Х-р, 2.12.2000, 2 с. — лизинг операцийĕсем (Х-р, 8.04.1993, 4 с.); лизинг фончĕсем (ХС, 18.11.1997, 1 с.); лизинг компанийĕ (Т-ш, 1999, 32 /, 3 с.; Х-р, 7.04.2001, 1 с.); лизинг ĕçĕсем, лизинг килĕшĕвĕ (Х-р, 2.12. 2000, 2 с.); — финанс лизингĕ, «Чăвашагропромлизинг» (Х-р, 2.12.2000, 2 с.).

ликвидатор

ч.с., ç.п. Чернобыльти аварин (1986 ç.) е çавăн йышши урăх инкекĕн сиенне катертме хутшăннă çын. Шупашкарти «Северная» клиникăра выртакан ликвидаторсем [Мисчĕри аварие сирекенсем] хăйсен пухăвне ирттернĕ. Унта 32 ликвидатор хутшăннă. Х-р, 29.05.1996, 1 с. Ун пек хутсене Чер-нобыльте паман-çке, Раççейри 50 пин ликвидатортан 163-шĕ кăна çакăн пек справкăсем кăтартма пултарать. ÇХ, 1998, 44 /, 2 с. Радиаци катастрофинче вилнисене асăнмалли кун Çĕнĕ Шу-пашкарта «ликвидаторсене» халалланă монумент уçăлчĕ. (Х-р, 29.04.2003, 1 с.). — танл., чернобылец.

офис

ç.с. Фирмăн е урăх учрежденин тĕп çурчĕ е кабинечĕ; кантур. Чăваш Республикин тĕп хулинче чăвашла çырнă ... «офиссен» ячĕсем нумай-и пирĕн. А.Смолин //Х-р, 17.03.1992, 5 с. Винокуров урамĕнчи 57-мĕш çуртра пысăках мар ĕç вырăнĕ, хальхилле офис тейĕпĕр-и ăна, пур. Я-в, 1995, 9 /, 124 с. Хăйĕн лавккине уçас е çĕнĕ офиса куçас тĕллев тытнисем ĕмĕтне пурнăçлĕç. ХС, 1999, 36 /, 4 с. — офис ĕçĕ (Т-ш, 1996, 26 /, 2 с.); офис пурлăхĕ (Х-р, 5.09.1996, 2 с.); офис уç (ÇХ, 1998, 3 /, 4 с.); офиса çарат (ÇХ, 1999, 39 /, 5 с.); офис костюмĕ (ÇХ, 2000, 14 /, 11 с.); — шеф-пуçлăх офисĕ (Х-р, 6.07.1999, 4 с.); ЧОКЦ офисĕ (Х-р, 3.11.1999, 1 с.); фирма офисĕ (ÇХ, 2000, 5 /, 12 с.); çемье врачĕн офисĕ (Х-р, 13.07.2002, 2 с.).

пĕçерт

п.п. Ют пурлăха вăрттăн ил; вăрла, йăкăрт. Каллех çурта укçине пĕçертнĕ ĕнтĕ çак эсрел. К-н, 1967, 7 /, 11 с. [Чанасем] сĕтел çинчи апат-çимĕçе пĕçертсе кайма та вăтанса тăмаççĕ. Хв. Уяр, 1978, 156 с. Кĕнекене пачах урăх арçын ача ... пĕçертсе тухнă-мĕн. В.Петров, 1989, 306 с. Вăрăсем 50 кĕленче эрех, 22 банка консерва ... тата ыттине пĕçертнĕ. ÇХ, 1999, 41 /, 8 с.

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

банзай

Япония çыннисем ура! тиесси вырăнне кăшкăракан сăмах. Пĕр çын салтакран Япония çыннисем ура! тиесси вырăнне урăх тĕрлĕ кăшкăрнине маннă, вĕсем темле кăшкăраççĕ тетчĕ-ха тесе тăрать манпа калаçнă чух. Эпĕ каларăм: вĕсем банзай! тесе кăшкăраççĕ терĕм [Хыпар 1906, № 19:299].

изумруд

хаклă йышши чул. Мĕн япала пулнă-ха вăл Альборак? Алты-Бармак çырнă тăрăх, <…> урисем ешĕл изумрудран (хаклă йышши чул), хӳри хĕрлĕ коралл пулнă тет (коралл та чул пекĕскер), çамки çине Турăран пуçне урăх Турă çук, Мухаммед Ун пророкĕ тесе çырнă тет [Мухаммед 1912:4].

йăшăк

салху. Кĕтӳре пĕр-пĕр выльăх йăшăк (салху) çӳрет пулсан, апат начар çиет пулсан е кĕтӳрен юлса пырать пулсан кĕтӳçĕн ăна часрах киле илсе тавăрăнса урăх выльăхсенчен уйрăм хупас пулать [Сельский 1910:25].

йодоформ

суран урăх çĕре куçасран чараканнине сапмалли эмел. Таса шурă пиртен тунă çыхмалли татăксене, суран урăх çĕре куçасран чараканнине сапмалли эмел (йодоформ) килтех пулмалла [Çулталăк 1906:50].

кĕнекеçĕ

писатель. Пурăна-киле анчах Ломоносов, Карамзин, Жуковский, Пушкин, Гоголь, Лермонтов, Тургенев тата урăх кĕнекеçĕсем (писательсем) тăрăшнипе вырăс чĕлхи хăватланă, пуйнă [Комиссаров 1918:30].

комета

хӳреллĕ çăлтăр. Çав çăлтăрсенчен, çав планетасенчен урăх тата комета ятлă çăлтăрсем темĕн чухлĕ. Комета тесе хӳрелĕ çăлтăрсене калаççĕ [Беседы 1906:52].

коралл

чул пекскер. Мĕн япала пулнă-ха вăл Альборак? Алты-Бармак çырнă тăрăх, <…> урисем ешĕл изумрудран (хаклă йышши чул), хӳри хĕрлĕ коралл пулнă тет (коралл та чул пекĕскер), çамки çине Турăран пуçне урăх Турă çук, Мухаммед Ун пророкĕ тесе çырнă тет [Мухаммед 1912:4].

корăмлăх

(хальхи литература чĕлхинче çук) çимелĕх. Тырă акнă хыççăн выльăхсем валли çимелĕх (корăмлăх) пĕр-пĕр урăх япала – курăк-и е кавăнь, çĕр улми, выльăхсен çитерекен чĕкĕнтĕр аксассăн çĕр вара хура пусăри пек канса выртать, мĕшĕн тесен выльăхсем валли çимелĕх акнă курăксем çĕртен тырăсен туртса илекен çимĕçне мар, урăх çимĕçе туртса илеççĕ … [Франкфурт 1913:2].

причак

сутра-мĕнте е урăх чухне евангелиене хĕрес чуп туса антăхни. Хăш-хăш чухне сутра-мĕнте е урăх чухне евангелиене хĕрес чуп туса ăнтăхмала (причак памалла) пулать, ун пек чухне ăнтăлки Турă ятне вырăнсăр асăнни пулмасть <…>[Беседы 1898б:36].

ремесла

тĕрлĕ ăста; тĕрлĕ ăсталăх. Эсĕ урăх ĕç ним ĕç те пĕлместĕн; нимĕнле ремесла (тĕррлĕ ăста) та эсĕ пĕлни çук [Поучения 1904:19]; Филипп ăна чаплăлантарма тытăннă: монахсене валли тĕрлĕ ăсталăх (ремесла) кăларнă <…> [Избранные (январь) 1904:20].

рудник

ылтăн чул е урăх хаклă чул кăларма алтнă шăтăк. Эпĕ илтрĕм: вăл çурта туса пĕтерме Христос тĕнне тытакан çынсене тĕрмесенчен, рудниксенчен (рудник тесе ылтăн чул е урăх хаклă чул кăларма алтнă шăтăксене калаççĕ) кăларса килмелле теççĕ тенĕ [Фабиола 1912:14].

сифилис

усал чир. <…> хăшĕ тата пĕтĕм ĕмĕрӳ тăршшĕпе асаплантарать. Çитменнине тата санран вăл урăх çынна та ерет. Çавăн пек чирсенчен пĕрне сифилис теççĕ, вырăссем ăна дурная болезнь теççĕ. Чăвашла – усал чир теççĕ [Членов 1904:1]; Эпир пĕлетпĕр ĕнтĕ: усал чир вăл – ерекен чир, вăл пĕр çынтан тепĕр çынна сикет, вăл чирĕн ерекен япали чирлĕ çыннăн шатри çинчен, кĕсенĕ çинчен е унăн таврашĕнчи япалисем çинчен, е унăн юнех сывă çынна ленксен анчах ăна чир ерме пултарать, сывă çыннăн çав чире ертекен япала ленкнĕ тĕлте ӳт çурăлни, перĕнтерсе ыраттарни е ахаль суран-мĕн пулсан вара усал чирĕ ерекен япали çав тĕлтен унăн ӳчĕ ăшне кĕрсе каять [Членов 1904:7]; Усал чир (сифилис) ан сарăлтăр тесе салтаксене киле ярас чухне командирсем кам çав чирпе чирленине полкри докторсене каламалла тунă <…> [Хыпар 1906, № 17:265].

тухат

асамăç е тухатмăш ту. Юмăç пăхмарăн-и е урăх çынна пăхтармарăн-и? Чĕлхе вĕренмерĕн-и? Е юмăç патне ăс ыйтма каймарăн-и? Тухатмарăн-и? (Асамăç тумарăн-и?) [Требник 1886:49]; Малалла тата тухатнăшăн (тухатмăш тунăшăн) айăплакан çĕре çитремĕр; унта эпир чарăнса тăмарăмăр [О загробной 1904:13].

улшăн

урăх тĕрлĕ пул. Турă нихăçан та улшăнмасть (урăх тĕрлĕ пулмасть) <…> [Наставление 1896:3].

урăх

текех. Вăл Мана ĕненмесĕр çылăха кĕнипе Эпĕ Аттем патне кайăп тени тĕрĕссине, кайсан эсир Мана урăх (текех) курас çуккине те каласа пĕлтерĕ [Евангелие 1880:73]. <…> Христоса ĕненнĕ тăрăх аппа-йăмăк пулнă монахра пурăнакан юлташсемпе манăн урăх (тек) пурăнмалла пулмарĕ [Пустынница 1897:23].

хуйхăр

пăшăрхан. Çырава пит нумай, пит ăста вĕреннĕ чăвашсем учитĕле е священнике, е урăх аслăрах вырăна кĕреççĕ, ăна эсир хăвăр та пĕлетĕр; анчах уншăн пирĕн хуйхăрас (пăшăрханас) пулмасть <…> [О грамотности 1897:8]; Пĕр-пĕр усал пулсан эсир пит хуйхăратăр (пăшăрханатăр) пулĕ, – ан хуйхăрăр: сирĕн хуйхăр Христос Элион тăвĕ çинче хуйхăрнинчен йывăрах пулас çук [Два 1898:10].

чара

шăхча. Шыçă пуринчен ытла хырăмĕнче, мăйĕнче, кăкăри çинче, чаринче (шăхчи çинче) пулать, урăх çĕрте сайра пулать [Сборник 1903:81].

читальня

вуламалли çурт, кĕнеке вуламалли вырăн. Вĕсенĕн халăха вуламалли çурт виçĕ çултанпа пур ĕнтĕ <…> [Хыпар 1906, № 1:10]; Земство акă мĕнле-мĕнле ĕçсем туса тăмалла пултăр: <…> 6) школаран пуçне тата кĕнеке вуламалли вырăнсем (читальня) туса халăха кĕнеке вуламалли тата мĕнле те пулсан урăх ĕç тумалли çуртсем туса вĕсене пăхса тăрасси <…> [О земстве 1906:28]. › библиотека.

Чĕрчун ячĕсен чăваш-вырăс-латин словарĕ

куккук

кукушка — cuculus [çăмартине урăх кайăк йăвине хуракан вĕçен кайăк]; илтмен куккук глухая кукушка — cuculus saturatus

Çавăн пекех пăхăр:

урăлла урăлтар урăм-cурăм урăм-сурăмлан « урăх » урăхла урăхлан урăхлантар урăхлат урăхлаттар

урăх
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150