Шырав: çаран

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

ана-çаран

собир.
луга и пастбища, пашни и покосы
земельные угодья

ферма ана-çаранĕсем — фермерские земли, угодья
ана-çаран симĕсленчĕ —  поля и луга зазеленели

ешĕл

1.
зеленый
ешĕл апат — зеленый корм
ешĕл конвейер — с.-х. зеленый конвейер
ешĕл çаран — зеленый луг
ешĕл тум — зеленый наряд

ирĕк

просторно, привольно
вольготно
разг.
ирĕк çĕршыв — свободная страна; привольный край
ирĕк улăх-çаран — привольные луга

кăлар

8.
выгонять
выпускать

выльăхсене çаран çине кăлар — выгнать скот на луг

курăклă

травяной, травянистый
курăклă çаран — травянистый луг
курăклă пусă çаврăнăшĕ — с.-х. травополье

улăх-çаран

луговой
улăх-çаран ути — луговое сено

утă

сенной
каю ути — сено из отавы
улăх (çаран) ути — луговое сено
утă капанĕ (ури) — стог, омет сена
утă вăхăчĕ (çийĕ) — время сенокоса
утă карти — валок сена (собранного)
утă çулни —сенокос
утă çулакан — косарь, косец
утă тавăр — ворошить сено
Çулман курăк утă мар. — погов. Нескошенная трава — не сено.


кăшкар ути — щавель
эрĕм ути — полынь
утă çӳппи — 1) сенная труха 2) биол. сенная палочка
утă уйăхĕ — июль (букв. месяц сенокоса)

чăпар

пестрый
рябой, цветастый, цветистый, разноцветный

чăпар куккук — пестрая кукушка
чăпар лĕпĕш — разноцветная бабочка
чăпар çаран — цветистый луг
чăпар чăхă — рябая курица
улма чăпар ут — серый в яблоках конь

шыв-шурлă

болотистый
шыв-шурлă çаран — болотистый луг
унти тавралăх питĕ шыв-шурлă — там очень болотистые места

ырхан

3. перен.
бедный, тощий, неплодородный (о земле)
ырхан çаран — тощий луг

çаран

1.
луг (обычно не заливной), суходол

çаран

луговой
ейӳ çаранĕ — заливной луг
культурăллă çарансем — культурные луга
çаран ути — луговое сено

çаран

2.
покос

çаран

покосный
çаран çул — косить, вести косьбу

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

çаран

луга
çаран çине — на луга

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

саккăр

восемь. СТИК. Саккăрăн çапнă пек çапаççĕ. Молотят очень дружно, легко, как восьмеро. Охотников. † Самара кайрăм саккăрпа, атте-анне кăмăлне хăвармарăм. Я ездил в Самару на восьми подводах, но не обманул надежд отца и матери. Ст. Чек. Куçĕ саккăр сăват, хăй çынсемпе калаçат, иртен-çӳрене курат, пӳртре мĕн пуррине те пурне те курат; вăл хăй калаçат та, унăн куçĕ саккăр сăват. Янтик. Çĕр валеçнĕ чухне, çаран-мĕн валеçнĕ чухне саккăршар ятăн (по восьми душ) пĕрлешеççĕ. Кашни саккăрăн хăйсен паллă пур: хăшин пĕкĕ; ăсем ăна пĕр-пĕр йăвăç татти çине касса тăваççĕ; вара çав палла ăсем акакан анасем çине те тăваççĕ; анисене çав паллă тăрăх тупаççĕ. Пĕрле саккăр пулнă çынсем пĕр-пĕрне: пирĕн саккăр, теççĕ. П. Пинер. Чее çыннăн куçĕ саккăр сават. (Послов.). N. Пирте ыраш та, çур тырри те саккăртан ытла лармаст. (Теçеттинере сакăр урапа пулат, ытла мар).

сылăмлă

росистый. Якейк. Сылăмлă çаран çинче ора йĕрри расах выртать.

сысна кĕпçи

назв. растения. В. Олг., Ст. Чек., Яжутк. Шибач. Сысна кĕпçи (тутлă). Шарбаш, Кубово. Сысна кĕпçи, полевая морковь. СТИК. Сысна кĕпçи пысăк кăна, мăнтăр, анкарĕнче навуслăрах çĕрĕ тухакан кĕпçе. Рак., Кайсар. № 26. Сысна кĕпçи. Çаран çинче те, хăва хушшисенче те ӳсет.

суя хĕрен

назв. раст. Рак., Кайсар. № 50. Суя хĕрен. Çаран çинче те, ана çинче те ӳсет.

сул

сол, махать. ЧП. Сылтăм аллупа сулса юл (вслед за уезжающим). N. Вăл мана нимĕн те каламарĕ, пуçне кăна сулчĕ. N. Кăшт сулнипе пурне те тытса тăракан. N. Пĕр хыçĕпе сулнă та, виçĕ пуçне те татнă. Кан. Танюк аллисене мĕн курăнми пуличченех ял енелле сулса, илемлĕ юрăсем шăратса карĕ. Шорк. Вăл ăна çапасшăн патаккипе солса ячĕ. Питĕ солăмлă тивретрĕ. Пшкрт. Алă сол, махнуть рукой. || Ссылаться. N. Санран ыйтсан, эсĕ те хăвăн чăлаху (увечье) çине сулса: эпĕ пахчана кĕме пултараймастăп, те. || Удалить, отстранить. КС. Ун чирне сулса ярас (отстранить, удалить болезнь). || Качать, баюкать. Якейк. † Макăракан ачине солса яма килтĕмĕр, какалакан чăххине сĕлĕ сапма килтĕмĕр. || Раскладывать, накладывать. Истор. Олег вĕсене темĕн тĕрлĕ пысăк куланай сулса хăварнă. Орау. Халăх çине сулса янă (хăй çинчен халăх çине пăрса янă) парăмне. Сделал так, что его долг разложили на народ. N. Сутăн илекен япаласем çине, ют патшалăхран илекен таварсем çине сулса яракан укçасем (косвенные налоги). Трхбл. Кĕпер тума ята çирĕмшер пус сулса янă. На устройство моста на душу наложили по 20 коп. См. сулăм. || Наговаривать, заколдовывать. Альш. Вĕсем (чăн-чăвашсем) ку укçасене темĕн-темĕн кала-кала хăвараççĕ, тет. Ку хальхи чăвашсем пыраççĕ те, илсе килеççĕ вăл сулса хăварнă укçасене. Çавăнтан вара тытăнаççĕ ял çыннисем чирлеме. Могонин. Эх, киремет, эс ман хута кĕрсе çав çынна сăян ту, эпĕ сана хăçан та полин чӳк тăвăп! тесе, киремете сулса хăварнă вара. ЧС. Сирĕн кӳршĕрен, нумаях пулмаçт, пĕр виле тухнă, тухатмăш, çавăн пумилккине пуснă пăру юнĕпе сирĕн витене кĕрсе: выльăх-чĕрлĕх пĕттĕр, тесе, сулса сирпĕтнĕ. N. Эпĕ сан çине сулам. N. Ел-пуçпе сулап. Ст. Чек. Сулнă, навожденный. N. Кӳлле солсассăн, çын вилет, тет. || Науськивать, натравливать, колдовать. Янш.-Норв. Çавăнпа унтан (т. е. тӳркĕлли порăнакан кĕлет йышĕнчен) вĕсем тӳркĕллине сулса: тем кăтартĕ, тесе, питĕ хăраса тăраççĕ. ЧС. Эсĕ ăна валеçнĕ чухне çил-арман патĕнче Куслав Марккипе вăрçнă, вăл вара хăйĕн кĕллипе сулнă (свою киреметь натравил), тет. Изванк. Чи малтак Кукша Майра юмăç пăхма тытăнчĕ. Пăхрĕ-пăхрĕ те, ак çапла каларĕ: ах, сирĕн пурăнăç пит пăтранса кайнă; киреметсем те пĕри те çырлахман, тата пуринчен ытла сире сулнă. Эх! вăт çав сире курайман çын, епле вăл исыян киреметне йăвăрăн сулса тăрат: ав вăл епле сăмахсемпе сулса тăрат, малалла пурăнăç ан пултăр, вăсене хура çĕр витĕнтĕр, уйăх-хĕвел куртăр, хура çĕр витсе илтĕр, çĕр карăнтартăр, вăсем кай-ури ури пек каялла кайччăр, çурчĕ-йĕрĕ вĕтрен тăрри пек кĕл пулса вĕçсе кайтăр, сыпăкран сыпăк пĕтсе пыччăр. Выльăхне-чĕрлĕхне çĕлен-калта ертĕр; хĕрт-сорчĕ сивĕнсе вăсем патĕнчен тартăр. Вăсем çĕртен çӳле ан хăпарччăр, яла тухсан, вăсенчен ял култăр. Турă такăнтарса пытăр анчах вăсене, тесе, çĕрĕпе пĕр çаран çинче икĕ аллипе курăксене турта-турта татса: хăçан та хăçан вăсем çак эпĕ татса тăкнă курăксене сыпса çитерччĕр те, тин этем ывăлĕ-хĕрне ерччĕр, тет, терĕ. („Çĕр таврăш“). Шорк. Сулас — киремете сулас, удовлетворить киреметь. Альш. „Киремете сул“ не значит ли: направить, напустить, „накачать“ на кого киреметь. || Проклинать, желать худа. Ст. Чек. † Асăнаççĕ ырă ăшă кăмăлпа, сулаççĕ усал кăмăлпа. Ib. Ывăлусем çине ан сул (не проклинай). N. Эпĕ малашне ĕнтĕ çынна хирĕç усал сулмăп.

сӳсон

(сузэн'), овсяница, тонконожка, festuca ovina (раст.). Татаркас. р. Якейк. Сӳсен вăл çаран çинче, хăш чох анкартинче те çитĕнет. Ăна чĕрĕлле выльăх çикалать, типсе кайсан, пĕре те çимасть. Персирл. Сӳсен, из них делают украшения около зеркал. КС. Йĕпе çул ыраш сӳсенлĕ пулать. Орау. Сӳсен, растение, похожее на рожь, но стебель тоньше, верхушка „милке манерлĕ“, семена мелкие и мягкие. Ib. Ыраш сӳсенлĕ. Рак., Кайсар. № 14. Çӳсен или шур ути вирĕ (иначе — мачăлта). Улăхра ӳсет. Хурамал. Сӳсен; питĕрех ыраш ăшĕнче пулать, курăкĕ шур-ут пек пулать, тăрри вĕçсе ларать, сӳс пек.

сăса

(-за), назв. луга. Ст. Чек. Сăса — çаран.

-скер

ĕскер, частица, прибавляемая к прилагательным и причастиям. Старое значение этого слова — вещь, предмет. Кратк. кат. 1788 г. Чарать мана торă ни оçăлă, ни вурттăн никамран нимĕн тортса илме, топнă ускер (найденную вещь) йышăнтарас мар, таракан çынна пытарас мар, çын сохаланине, çаран е япала пакчине хувăн выльăхпа çитарас мар... Чăв. чĕлх. грамм. 95. Манăн икĕ юлташ: пĕри Ваççа, пилĕк çултанпа тăлăх ӳснĕскер, килĕнчен вуннăра чух тарнăскер; тепĕри польăк хĕрĕ Анна, Мускавра артистсен шкулĕнче вĕреннĕскер. Ib. Пулса çитнĕ ыраш уйĕ, ылттăн пек сап-сарăскер, тинĕсри пек хумханать. Ib. Çынсем, шала юлнисем, тĕлĕнсе хытса кайнăскерсем, пĕрне-пĕри куçран пăхса илчĕç. ТХКА 74. Аннерен пĕр-ик-виç утăмра пĕчĕк вилĕ пытарнă. Тахшин ачискер вара, ăна пĕлмерĕм.

çакăм

то же, что çакăн (род. п. от местоим. çан). [Изменение н в звук м перед п — явленне частичной ассимиляции]. Эльбарус. Пĕрре эпĕ çакăм пек юлташпа иксăмăрах ял хыçĕнчи вăрман хĕрĕнчи çаран çине ĕне çитерме карăмăр.

çар

неизв. сл. Коракыш. † А-ах майри ишер, ишер ишерех ути Макçăм çар ĕç, çар ĕçпе Макçăм çаран пуçĕнче пăркаланса утă çулать. (Искажение).

çара

(с'ара), голый. Г. А. Отрыв. Çара ура кĕллипе çӳреме йăлăхтарчĕ мана. Чураль-к. Уйра çара çатма ларĕ. (Йĕтем). Орау. Таçта тупнă (илнĕ) кăсем ку çара сыснасене. СТИК. Эй, çара çăвар, сан суеççӳ хыççăн кайса шыва кайса та вилĕн. Болтун, верь-ка тебе! Ib. Çара çăвар, сан çăмăлкăна кам пĕлмес. || Исключительно, один только, сплошь, в чистом виде; сплошной, чистый. Сĕт-к. Çара чăваш вĕренет. Учатся одни чуваши. Ск. И пред. чув. 59. Салтак картусĕ çара лапра çеç. Баран. 131. Çара хăй кăна тăм пит сайра пулать. Т. II. Загадки. Пĕчĕк пичче çара йĕп витĕннĕ. (Чĕрĕп). N. Вăл ялта çара чăваш пурăнать. N. † Çара порçăнран пиççи турăм, ĕмĕрлĕхе çыхма мар, наччаслăха çыхма. Собр. † Акка, санăн тухью çара кĕмĕл, мĕн тăрассине пĕлетре. КАЯ. Сăхманĕ çара юнлă сĕлеке (весь в кровавой слюне). N. Унăн ăшчикки çара çу. О сохр. здор. Хура-халăх çавăнпа çара çăкăр çинĕ чух вăрахăн çисе-çисе ларать. N. Поçĕ çара йон (чĕп-чĕрĕ йон, поçĕ йонлă). N. Çара сĕт, одно молоко, без примеси воды. Кратк. расск. Пĕтĕм ӳтне-тирне, çанне-çурăмне çара суран анчах туса пăрахнă. N. Лаши тавра çара ярапа çеç. Лаши тавра йĕс тавраш та ярапа çеç. Толст. Эпĕ халĕ ырхан, манăн çара шăмă анчах. Ой-к. Иван лаши çинчен сикрĕ-анчĕ те, курăка утмăл пăт туртакан хĕçпе касмала шăлчĕ те, çара (= пĕтĕмпе) хуп-хура юн пулса юхса карĕ, тĕт. Якейк. Пичĕ-куçĕ çара тосан. Шурăм-п. Хăй çара юн çех, тет. N. Çурăхсем çара тăм кăна киле тавăрăнатьчĕç. N. Çавăнпа çаран çара лачака кăна. Ст. Чек. Ку вăрманта çара юман кăна (состоит сплошь из одного дуба). Орау. Çара чей (без хлеба) хырăма выçтарать. Ск. и пред. чув. 18. Каçхи хĕвел ылттăн пек, йывăç витĕр курăнать; çара вĕçен-кайăк пек, унăн çутти вăйă вылять. Ярмушка-к. Пăхăртан тунă (çара пăхăрах). (Кумган) сделан из чистой меди. N. Çара кĕркунне варринче (в позднюю осень), йĕпе-сапа витĕр, Гай ятлă ял патнелле пĕр ватă çын çывăхарса пынă. || Поляна, луг на возвышенном месте. Пшкрт: тӧβӓрӓ с'ара. Ib. Мăн анаçи мăн çорлине контак çакса хуаратпăр, мăн çарари мăн çавине контак çакса хуаратпăр.

çаран

босиком. Ст. Чек. Никит. Выляса кая юлнă ачапчасем çаран чупкаласа киле кĕрсе каяççĕ. N. Çаран кĕмен пулсан, кĕрĕр. См. çарран.

çаран

(с’аран), луг. N. Çаран — суходол; но части улăх’а — заливных лугов — называются тоже çаран: ку ман çаран, ун çаран: а не — ку ман улăх. Якейк. Çаран, луга, покрытые нескошенною травою или неубранною (сеном). Баран. 161. Хĕлĕн-çăвĕн выльăхĕсем (у калмыков) çаранта çӳреççĕ. Изамб. Т. Çаран валеçме каймалла пулсан, ачасем урам тăрăх: çаран валеçме, тесе, кăçкăрса, çаран валеçме чĕнсе çӳреççĕ. Ib. Унта-кунта юр ирĕлсе çаран курăнсан, унта хупăнса тăнă выльăха ачасем хăваласа тухаççĕ. N. Вĕсем çарана çисе янă-çке (потравили). N. Аслă ывăлĕ ĕнипе качакине çарана çитерме каят, тет. Якейк. Кăçал, ача, пĕр çаран та çок, утă тастан топас. Ib. Кăçал çарансам пор çĕрте те лайăх (везде трава хорошая). Ib. Мана пит лайăх çаран тохрĕ паян. Вăсен çаран плотнах мар. Собр. † Çаранлăхра çырла пиçет-çке, çаран илемĕсе (= илемĕсене) кӳрет-çке. N. Ку выльăха çарана ярса, авă мĕн туса хунă, тет пĕри. Якейк. Кăçал çарансене лайăх пăхса çитĕнтеретпĕр-ха. В нынешнем году, благодаря присмотру, трава у нас на лугах хорошая. N. Çаран çине капан лартсан, йăвăç улми çиме юрать, теççĕ. Янтик. † Çаранăн та пуçĕ çырлалăх, çырлалăх, лартăр пĕр Питрав çитиччен. Якейк. Кăçал Миконччен çаран чарас полать, уйăра та корăк лайăх. Нынче надо запретить пускать до Николы скот на луга. Альш. Çӳреççĕ вара илемлĕ ешĕл çарансем çинче çаран хĕррисем туса (когда пойдут делить луга). Кан. Çуртри акма çур çаран тара илчĕ.

çаран-хурал

вообще луга. Альш. Ватăсемех унта-кунта çĕр таврашне, шыв таврашне, çаран-хурал таврашне çӳреççĕ, чӳк таврашĕнче те çавсемех янтăлакансем, кĕлтăвакансем.

çи

(с’и), верх, поверхность. ЧП. Çӳлĕ ту çийĕсем кăлканлă. Хурамал. † Аслă улăх çийĕ сарă хăмăшлăх, сарă хăмăшсем çийĕ сарă-кайăк. N. † Хапха юпи — хырă юпа, пĕр хĕвелсĕр йăлтăртатат; ют ялсенĕн ачисене курсан çийĕм чĕтĕрет. (Хĕр йĕрри). Юрк. † Кӳлмешкĕн пар ут пулинччĕ, çуни çийĕ виттк пулинччĕ. Г. А. Отрыв. † Çийĕм тулли кăвак сăхман, çурхи çăнтан тунăскер. Пазух. Леш айккинче выртать-çке пăлан пăруш, курмастăр-им, çийĕсем пасарнă. || Часто встреч. в сложении. ТХКА 55. Сирĕн ялсем вăрманран тӳрĕ вĕренесене, хурамасене, туйрасене касса, урапа çисем (= çийĕсем) тăваççĕ. || Одеяние, одежда. N. Чăн малтан пур çын та, пур халăх та, тутă пулма, çи питĕрме (тумланма), авантарах пӳртре пурăнма тарăшать. БАБ. Çи те пулмасан, пыр та пулмасан, çырлана анчах кайăттăм, тесе каларĕ, тет, ĕлĕк пĕри. (Поговорка). Пухтел. Çишĕн, ради одежды. Тим. † Йăмăк кĕпине тăхăнсан, кĕрӳ кăмăлĕ уçăлчĕ, хурри çийĕ шуралчĕ, çĕтĕк çийĕ питĕрĕнчĕ. Кĕвĕсем. Ĕнтĕ умăр çутă та, çийĕр хĕрлĕ, вăтанатăп куçăртан пăхмашкăн. || Часто употребляется в значенин послелога, переводимого по-русски предлогами на, над. N. Çия çĕнĕ кĕрĕк тăхăнсан. N. Кам пирĕн çира урипе çӳлелле. (Шăна). N. Çире пĕр типĕ вырăн та юлмарĕ. На нас не осталось сухого места. Альш. † Мăкăр-мăкăр çын сăмах, пирĕн çирĕн мар-ши çав. Шурăм-п. Хĕвел пăхать шăратса; çиран тар шăпăр-шăпăр юхать. Альш. Хăнасем килнĕ тумланса. Хĕп-хĕрлĕ те çап-çутă çире. N. Тахăнса яратпăр йĕпелех: çире типет. Н. Сунар. Ма çийăма шу сапрăн. КС. Сăхманна çийăнтан пăрахмасăр çӳретĕн. N. † Çийĕмĕрте шур кĕпе, арки вăр-вăр тăвать-çке. N. Çийĕнтен тар юхаччен ĕçлетĕн. Орау. Ман çия ан вырт эсĕ. N. Ман çира (надо мною) йĕкел ӳкрĕ. N. Пăшал етрисем (пули) хамăр çирен (над нами) уласа ирте-ирте каяççĕ. Регули 1119. Ман çиран мăн çын (ватă çын) каçса кайрĕ. Михайлов. † Урам хушшинчи ват çăки, пур ял кайĕк ун çинче, яла тухрăм — ман çире, пур усал сăмах ман çире, мана çиман çынĕ çук. Шорп-к. Малтан, тохсанах, çил те пирĕн çиялахчĕ (= çиеллехчĕ), кайран яла орлă çавăрнчĕ те, пирĕн паталла пыримарĕ. Янтик. Ун çийĕнче пур. Она беременна. Н. Сунар. Вăл çăла (источнику) каланă: лайăх юхса кай, санăн çина (= çине) çӳпĕ-çапă ан ӳктĕр, тенĕ, тет. Ст. Чек. Ылттăн кашта çийĕне (= çине) ылттăн арча илсе хур. Бес. чув. 9. Эсĕ, Микулай, ман çине питех ан çилен-ха; эпĕ ăна ахаль кăна. N. Çăварĕсене пĕлĕт çинех янă. N. Эсĕ ман çине ан кӳрен. N. Чыстă çĕнĕ атă çинех те подмётка çаптаратпăр. Рак. † Хура вăрман çине пас тытнă. Толст. Унччен те пулмасть, суккăрри йăран çине такăнса та ӳкрĕ, тет. Никит. Тĕттĕм ял çине хупласа илме пуçларĕ. Деревня стала покрываться мраком. Кан. Сунт. Пăкă çине çапнă тимĕр пăта та тухса ӳкет. М.-Чолл. Улăх ман çине (= çие). Влезь на меня. Пазух. Кирек сахăрна пар, ай, пылна пар, кил шухăшĕ ӳкрĕ пуç çине (я задумался о доме). N. Çӳлĕ тăв çине эпĕ хăпартăм, çăмăр шывĕ çине эп ярăнтăм. К.-Кушки. Унтан Манкăлтăкне михĕ çине вырттарнă та, Атăл хĕрне илсе кайнă. Альш. Тăранттас çине улăхса лартăмăр. Истор. Ачасем, яланах чăн малтан тăшмансем çине хăвăр кĕрĕр. Якейк. Эп сана алăк çине çыртарттарăп (дам писать). Кан. Кашни тавар çине хакне кăтартса хут çыпăçтарса хумалла. Сенг. Ана çине çитрĕмĕр те (пришли на загон), выра пуçларăмăр. N. Кайсан-кайсан, çитрĕç пĕр кĕпер çине (пришли на мост). Б. Яныши. Мана юман çине веххă тытса тăрма хушса хăварчĕç. Меня оставили на дубе, велев держать веху (вешку). Малды-Кукшум. Тарсассăн, вăрмана çитсен, вăсам пит лайăх курăк çине çитрĕç (пришли на место с очень хорошею травою), тет. N. Çаран çине (на луга) çитнĕ те, выртса çывăрнă. Чăв. й. пур. 20. Паттăр çине паттăр тата тупăнат. На богатыря найдется другой богатырь. Ск. и пред. чув. 14. Иртрĕç çимĕк вăййисем, тухрĕ халăх ут çине (на сенокос). Ib. 96. Сетнер амăш ахлатса сĕтел çине пуçтарчĕ. Кан. Хаçатсене улăмран тунă хут çине çапма пуçланă. Газеты стали печатать на бумаге из соломы. ТХКА 105. Шăла çыртса, мĕн пур вăйпа ывăтрăм пурта тикăр çине. Орау. Атăл çине ĕçлеме кайнă. N. Пĕрин çине (в одном письме) вунпилĕк пус укçа янă. Кан. Ĕлекçи çине кил-çурт куçараççĕ (переводят). Тораево. Тинĕс çине çитсен... Кан. Укçине тавар çине ярса пĕтернĕ. Деньги истратили на товар. Пазух. Уйрăлнă чух эпир те уйрăлтăмăр, кантăр çине ӳснĕ те пуса пек. Кан. Ункă шывĕ Çалав (= Çавал) шывĕ çине юхса тухать. Ib. Вакун çине кĕртнĕ чухне 9 лаша вырăнне 11 лаша пулать-тăрать. N. Каçа эпĕ ăна стаккана янă шыв çине ярап. Янтик. † Анне мана çуратрĕ, шур пӳспелен чӳркерĕ, сăпка çине вырттарчĕ. Ала 6. Апат çинă чух апат çине пĕр симĕс шăна пырса укрĕ, тет. Юрк. Кĕрпене сивĕ шыв çине ярса пĕçермеççĕ, тӳрех вĕресе тăракан шыв çине ярса пĕçереççĕ. М.-Чолл. Патшан пуçĕ мăй таран çĕр çине кĕрсе карĕ, тет. Альш. Иван çăпата кантри таран кĕмĕл йĕтем çине анса каят, тет. Скотолеч. 6. Пилĕк стаккан йӳçĕ кăвак çине пĕр стаккан тăвар ирĕлтерсе параççĕ (лошади). N. Пир хутаç çине чиксе çĕлесе яр. Зашей в холщевый мешок. Панклеи. Тоххĕр (= тухрĕ) те, кӳме çине ларса карĕ (солдат). Баран. 107. Ват ама (матка) çинех çамрăкки тухас пулсан, иккĕш çапăçа пуçлаççĕ. N. Такмак çине тултар. Микушк. † Пĕччен тăрна вĕçет улăхалла, хăва çине ӳкет (спускается в тальник) — кăшкăрать. Бгтр. Хĕвел тухса пĕлĕт çине (в облако) ларсан, çав кун çăмăр пулать, теççĕ. Кан. Бедуинсем çине (в бедуинов) тупăсемпе пенĕ. N. Усем çине пертермеççĕ. В них стрелять не позволяют. Сĕт-к. Ку çӳпçе пирн сонаска (салазки) çине вырнаçас çок (не уместится). Баран. 20. Пирĕн çие килсе кĕчĕç ушкăнпа. Ib. 36. Сиен çине сиен курса пынă. || Средн. Альш. † Тăхăр ял хĕрĕ пĕр çĕрте, тăхăр ял хĕрĕ çийĕнче пирĕн ял херĕ илемлĕ. || Относительно, о, об. Бур. † Пăшăл-пăшăл сăмахсем, пирĕн çире мар-ши çав. См. çинчен. || На средства (чьи). Якейк. Эп она хам çиран вĕрентрĕм. Я учил его на свой счет. Вăл она хăй çинчен вĕрентрĕ. Он учил его на свой счет. || Выражает повторение. Бес. чув. 6. Çапла унăн ялан ĕç çине ĕç тупăнса пымалла пулнă. Дик. леб. 48. Вăл усал сăмах çине усал сăмах, темĕн те пĕр каласа тăкнă. Кратк. расск. 19. Эсир мана апла хуйхă çине хуйхă (горе за горем) тăватăр-çке (причиняете), тенĕ. СТИК. Унта çынсем питĕ тачă ларса тухнă: ял çине ял, ял çине ял пырат. N. Хĕрарăмсем ватнă çине ватаççĕ. N. Халĕ пĕтĕмпе туй çине туй, пулать. Теперь все играют свадьбы: свадьба за свадьбой. || Выражает непосредственное следование во времени. N. Çав сăмахсем çине (лишь только были сказаны эти слова) тилĕ чупса çитнĕ. Кратк. расск. 27. Ку иккĕмĕш тарçи сăмахĕ çинех тата виççĕмĕш тарçи чупса та çитнĕ. N. Ача çине (на поминках по умершем ребенке) чăхă анчах пусаççĕ, е çăмарта кăна пĕçереççĕ. N. Вилсен, çын çине выльăх пуссан... N. Ĕç çине çитетпĕр. || В придачу к... N. Кĕсри çине 80 тенкĕ панă (придачи?). N. Эпĕ çине икĕ картăчкă илтĕм. Н. Сунар. Хуняшшĕ хĕр çине (в приданное за дочерью) нумай тавар панă. Торп-к. † Пичи мана йоратать, ола кĕсрине парас, тет, çине тьыха парас, тет. || Употребл. в чувашизмах. Чума. Унтан, тăватă кун çине кайсассăн (на четвертый день) вара ăна пăртак çăмăлтарах пулнă. N. Хăна хурлăх пулас çине вăтанăçлă ан пул. Не будь стыдливым во время... Ст. Чек. Аçу çурчĕ çын çине кĕрĕ. Дом твоего отца достанется чужим. Юрк. † Улма йывăç лартрăм çул çине, савнă тусăм юлчĕ çын çине. Ib. Кун чухлĕ ача-пăчасем çине (на такую уйму детей) епле çын сана качча пырас?! Никам та пырас çук-çке! N. Эсĕ этеме чунне çухатас çине пултарман, Эсĕ ăна хăвăн сăмаху тăрăх пурăнса ĕмĕрхи чĕрĕлĕхе кĕмешкĕн пултарнă. N. Кам выçă, вăл килĕнче çитĕр: айăпа кĕрес çине пуçтарăнмалла ан пултăр. N. Сире вăтантарас çине калатăп. N. Эпир пĕтес çине иккĕленекенсен хисепĕнчисем мар. Качал. Хĕре калать кучĕрĕ: манăн çине кала: çакă çăлчĕ, тесе. Кучер говорит девице: скажи на мени, что я тебя спас. ЧП. Сире савмас çине, те, килместĕн. N. Унăн ачи-пăчисем пĕтес çине анчах пулччăр. Яргуньк. Ваньккă çиттĕрĕ-кĕчĕ, тет, çаксем çине. Сред. Юм. Çын çине тохма вăтанать. Стыдится бывать в обществе людей. Яргуньк. Çав кукша карчăкăн упăшки, ула кайăка çапас тесе, карчăк пуçĕ çине çапрĕ, тет. N. Халăх çине тухма пултарать, хутсем çине алă пусма та пĕлет, тенĕ. N. Çитменни çине (вдобавок) куланайĕпе аптăраса çитрĕмĕр. Вомбу-к. Ăснă сăра çине, пиçнĕ яшка çине ĕçме-çиме аван полтăр. (Сăра ĕçме кайнă чохне çапла каласа яраççĕ). Бугульм. † Ял тавра тытнă укăлча ял çине хула пулинччĕ. Кан. Çавăнта вăл çĕре тавлашакан ялсем çине, çĕр çитменлĕхне шута илсе, ятак пуçне валеçмелле туса панă. Ib. Вăл вăрман виçĕ ял çинĕ юлчĕ. Этот лес остался во владении трех деревень. Ск. и пред. чув. 35. Сăмахĕ çине тăчĕ-тăчех (сдержал свое слово) çамрăкрах вăтам çынĕ. Альш. Хай каллах чăваш тумтирĕ çине тавăрăнар-ха. Опять вернемся к вопросу о чувашском костюме.

çур

çор (с’ур, с’ор), весна. N. Çур çывхарса килет. Приближается весна. Ягутли. Пуш уйăхин вуннăмĕш кунĕнче çур пуçланать. Ала 95. Мĕскĕнсен çура хирĕç (к весне) тырă-пулă пĕтет. Юрк. Вăл çур пит йĕпе çур килчĕ, çураки сухаланă вăхăтра куллен тенĕ пек çумăр çăватчĕ, анасем çинче путатчĕ. Ib. Çур иртрĕ, çăв килчĕ. Çăв иртрĕ, кĕр килчĕ. Кĕр иртрĕ, хĕл килчĕ. Хĕле кĕтĕмĕр. Орау. Çур киле пуçларĕ, çуркунне пуласшăн (хочет быть весна). N. Сĕлĕ мĕле çитĕнет çортан вара? К.-Кушки. Çур пит хĕнпе килет. Весна — поздняя. Ib. Çур вăраха пычĕ. Весна тянулась долго. Орау. Кăçал çур ир килчĕ (наступила рано). Ib. Çур кая юлать пуль кăçал (видно запоздает). Шибач. Вара вăлсам çола тохрĕçĕ. Йăванĕ калать: ну аки, тет, айта, тет, халăхсам çаран параççĕ, тет. Б. Олг. Эпĕ шохăшласа порăнтăм çортан вара кĕрччен (с весны до осени). N. Çора тохсассăн, по наступлении весны. Сред. Юм. Пĕр мăшăр атта çорконне тăхăнма пуçларăм та, çав çортан çора (с весны до весны) пĕр çола пычĕ çав. N. Çура тухрăмăр. Начинается весна. || В смысле наречня. Сĕт-к. † Ки-кик-ка-как! хор-кайăк, кĕр каять те, çор килет, эпĕр апла полмăпăр. N. † Хура чĕкеç пулам-и, хуралтă çине ларам-и? Хуралтăр çĕрет, тийĕсĕр (если выскажете), çур килĕп те, кĕр кайăп. Юрк. † Крымски çĕлĕкне чалăш лартса, кама ăсатрăн çурăн çĕрĕнче? Ăсатайрăн çурăн çĕрĕнче, йăпатайрăн çемçе чĕлхӳпе.

çĕçке

то же, что çеçке. Альш. Çĕмĕрт çĕçки çурăлать, çаран урлă курăнать. Описка?

тамаша

(тамажа), диковина, изумительная вещь. Баран. 17. Çилĕлĕ старик пĕр чĕнмесĕр ăсран кайса шухăшлать: ак тамаша! кам пулчĕ-ши? Ib. 24. Мĕн тамаша иккен: йывăçсене эпĕ шарт та шарт хуçатăп, çапах пĕрне те авса пĕкĕ тăваймарăм. Юрк. Ак тамаша!.. ытла ырă пурăннă çĕртен, темĕн-те-пĕр шыраса çӳрет! СПВВ. Тамаша куртăмăр. Ib. Ак тамаша. Вот диковина. Юрк. Мана мĕн тамаша пулчĕ-ши? Куç ӳкмерĕ-тĕр-çке? Тем масар йăвăрлантăм (заболел сильно). ЧС. Атте: лаша апла пулнă, тенине илтсен, хуйхăрса: ак тамаша тата! Паян, килтен кайнă чухне, сывăччĕ. Мĕн пулчĕ тата? Пĕр-пĕр синкер ленкрĕ-шим? терĕ. Ск. и пред. чув. 78. Чĕре чăнах пĕлчĕ-шим? суйса парас тенĕччĕ. Ак тамаша! тĕрĕс-шим? Янтик. Ак тамаша! Ма мана каламасăрах кайнă-ха вăл? Хăй: каламасăр каймастăп, тетчĕ. N. Ак тамаша, вырăс çармăс тăвать! (О rem mirabilem, ex Russa nascitur Tscheremissius!). СПВВ. ИА. Ай тамаша! аплах пулмĕ-çке çак (не может быть этого). Сред. Юм. Акă тамаша, кĕре кĕнĕренпе те авăн çапма пĕр йôраллă кôн полмарĕ-çке ĕнтĕ.. Ib. Ак тамаша, мĕн пôлчĕ-ха ĕнтĕ тăта? Собр. Ак тамаша, самана, ытармалла мар сана. ТХКА 76. Ак тамаша, ку питĕ кирлĕ, вырăнлă япала-çке! терĕм эпĕ. Шибач. Йорлать, поплет, аташать, она итлемешкĕн тамаша! || Нечто чудное и страшное. Изамб. Т. Эпир çапла тамаша куртăмăр (страшное и чудное явление). || Часто выражает досаду. Шорк. Еккей тамаша, пулмарĕ вĕт! Ib. Ах, тамаша, укçа çукки хуплать-ха. (Выражается сожаление и досада). || Беда. КС. Вăл çын паян тамашана кăтартăрĕ (наделал беды). ЧП. Вот тамаша, топрăм хама хам валли. Качал. Пирĕн ачине япала, лашисене тамаша. (Свад. п.). || Обозначает затруднение (= мĕн тăвас, нимĕн тума та çук. Так обьяснил А. С Курушин). Хурамал. † Ула лаша тамаша, ака туртмаç (= туртмасть) тамаша. N. Еккей тамаша! СПВВ. Х. Ула лаша тамаша (= тумаша), ака туртмас мĕн тăвас? Ст. Ганьк. † Ула лаша тамаша, ака туртмаст тамаша. Хура лаша тамаша, суха туртмаст тамаша. Кĕрен лаша тамаша, киле килмест тамаша. Чуптар лаша тамаша, чупа пĕлмест тамаша. Çӳрен лаша тамаша, çул çӳреме тамаша. || Так кричат на лошадь. Амалăк-Кипек. Тамаша! (кричат лошади). || На диво. N. Якур тытса хунă çаран çинче курăк тамаша ӳссе кайрĕ. N. Малтан ку ялти çынсем тамаша аван пурăнатьчĕç (жили удивительно хорошо).

ташлама

(ташлама), круглый ломоть. Хурамал. Çăккăр ташлами = çăккăра иккĕмĕш каснă чĕлĕ. Чертаг. Ташлама (или: çаврака чĕлĕ). Городище Б. Ташлама — следующий за горбушкой ломоть хлеба. КС. Ташлама, çур пашалу, ломоть хлеба во весь каравай. || Назв. обряда. КС. Тырă пĕтерсессĕн, кайранхи ана çине пĕр пайăрка вырмасăр хăвараççĕ; çав пайăркана тăпăлтарса кăлараççĕ те, вара çавăнпала çăккăр ташламине чăркаса, турра кĕл-туса çĕре пытараççĕ. (Стар. обряд). N. Ташламана чӳклеме хыçĕнчен тăваççĕ; ăна çав чӳклеме пекех тăваççĕ. Хуçисене курка тыттараççĕ, мĕн пур пӳртри çынсем пуççапма лараççĕ. Вĕсем куркине сăрапа тытса лараççĕ, ун чухне ак епле каласа кĕл-тăваççĕ. Унăн кĕлли çапла: турăпа патшан сывлăхне асăнса ĕçетпĕр. Çарăк мар, арăк мар, кулмалла мар, тутана шăлмалла мар, кĕрекерен çӳле çĕклемеле мар; кулакана, тутине шăлакана, кĕрекерен çӳле çĕклекене çиччĕ те пилĕк чашкă сăра ĕçтермеле. Т. IV, 39. Хуçа: ятлă курка ярас, тесе калат; çитни пулĕ, çитменни пулĕ, тет; çак куркапа çитерес тесе калас, тет, хуçа; тав сире, ташлама юманкассисем, илтĕрĕр-е, илтмерĕр-е? — Илтĕрĕмĕр, хапăл кĕтни çав пирĕн. Хуçа: ятлă курка ячĕ, хурăнкассисем, тав сире, илтĕрĕр-е, илтмерĕр-е? — Илтĕрĕмĕр, хапăл кĕтни çавă пирĕн. Тав сана ташлама: çӳлте турă, çĕрте патша, ут туртайми урпа, ал çĕклейми хăмла, ĕçекен путене, ĕçейменни карăш. Ытах ĕçсе ярайманни савнинчен уйăрăлтăр. Ib. 48. Тав сана, турăпа патша ташлами, çара çунана хурамаличчен хурамаламасăрах пултăр, куян урине кăшăлличчен кăшăлламасăрах пултăр. Ака тавра аки, çаран тавра çави, ут туртайми урпа, ар çĕклейми хăмла, турат куçĕ куркипе, тумла шывĕ сăрипе пур тăвана кăмăллă тăвас, тесе, калатăп. (Чӳксем чӳкленĕ чух калакан сăмахсем). || Встреч. в соединении: Торкан-Ташлама, половина чув. околодка дер. Чашлама, прихода с. Аттикова. Золотн. 274.

Терка çаранĕ

назв. луга. Илебар. Йăлăмра икĕ çаран. Кăрлик çаранĕпе Терка çаранĕ. Кăрликпе Терка ятлă çынсем кăкланă (расчищали), тет, çав çынсем ячĕпе вусене ят панă.

тыла поç

тыл пуç, тыл пуçĕ, тыл пуççи, кочка в болоте. Юрк. † Çӳçĕ-пуçĕ тыла пуç (опред. предложение), çӳçне-пуçне пуçтараймас, хунчăкăшне юраймас. Собр. Çак çар халăхĕ тыла пуçĕ пулса тăрĕçинччĕ (пусть это войско обратится в кочки), тесе каларĕ, тет. Сорм-Вар. Вара хĕр каларĕ ăна: манăн атте тӳрĕ килнĕ çĕртре тыла пуçи нумай, çавăнпа час килеймес. Ёрдово. † Тыла пуçĕ усалĕ ыр çарана сая ячĕ (произн. саячĕ). Тюрл. Тыла пуçĕ, кочка. Зап. ВНО. Тыла пуççи, кочка на лугу. N. Хитре, çӳлĕ курăксем вырăнне... тыла пуççисем анчах лараççĕ. Сенчук. † Шăпчăк чĕппи ӳстертĕм тыла пуççи хушшинче. N. † Хухă çулçи тӳшек пек, тыла пуççи минтер пек. N. Çаран çинче тыла пуççи айĕнче путене йăви пулнă. || Назв. поля. Ураскилт. Тыла пуççинче выратпăр.

тух

, тох, выходить, выезжать. N. Краснов алкумĕнчен тухнă, тет; мĕнпе çывăрнă, çавăнпа анчах тухнă, тет, пĕр япала та кăларман, тет. N. Уçланка тухрамăр. В. С. Разум. КЧП. Эпĕ пĕр пашалу илтĕм те тухрăм. Я взял одну лепешку и вышел (но: илсе тухрăм — вынес). Кан. Аçтăрхантан юлашки прахут октябĕрĕн 14—15-мĕш числинче тухмалла. N. Ачасем, ăрамра шыв тухсанах, тула тухаççĕ те, каçчен те пӳрте кĕресшĕн мар. СТИК. Ыран ута тухмалла çынсем çависене туптаççĕ. Люди, которые должны завтра выйти косить сено, заправляют косы. ПТТ. Ваттисем ахаль каламан пулĕ çав: çын тухиччен туха пĕлмест, тухсан кĕре пĕлмес, тесе. Токшик. Тула тухасран тухас килет. Истор. Ольгă çыннисем тухакана пĕр вĕлерсе тăнă. N. Çула тухсан тин мана калаçма ирĕк пулчĕ. Шел. 101. Тухман чун, сӳнмен вут, тенĕ пек, халĕ эп. N. Тух тула, сыс пӳрте. (Шутка). Яжутк. Тухĕç халĕ утсампа, çуха тарне кăларапăр. В. С. Разум. † Пусма умĕнчи вĕрене тухмассерен вĕрентет; ăна пĕлнĕ пулсассăн, тата саккăр лартăттăмччĕ. N. Вăл унта тухнă та, сасси тухнă таран: мĕн тăватăр эсир кунта? тесе питĕ хытă кăшкăрчĕ. Изамб. Т. Акă çул ялтан тухать, çавăнпа тӳрех каймалла. Çутт. 62. Хăйăр тухакан вырăн. N. Эсир ман ăшран та тохмастăр. Чув. пр. о пог. 275. Çĕлен-калта хĕвеле ăшăнма пит нумай тухнă пулсан, çăмăр час пулать. Если очень много змей и ящериц выходит греться на солнце, скоро будет дождь. Янтик. Çуркунне тула тухнăçеммĕн тухас килет (кунсем пит ăшăран). Ib. Тухман çын, человек ни разу не выезжавший в период какого-нибудь времени; говорят, если он выедет, то обязательно будет буран или дождь. N. Тухман çын утсем патне тухсан, çумăр пулать. Сред. Алг. Эпир ялтан тухас çук, ăс кĕмесĕр ан илĕр. || Т. VI. Вилнĕ çын куçне уçса выртсан, çуртран тата тухасса, теççĕ. || N. Пасара тырă тухми пулчĕ (тухма чарăнчĕ, привоз прекратился). || Выходить по счету, оказываться в должном количестве. N. Кĕлте тухмарĕ. Толст. Апат çиес умĕн амăшĕ çливисене суса пăхнă та, пĕр çырли тухман. N. Ну вăкăрри те (и бык-то...) питĕ мăнтăр пулнă, тет. Ашĕ хĕрĕх пăт тухрĕ, тет, çăвĕ вăтăр пăт тухрĕ, тет. N. Вара мĕн пур пухнине пурне те çапнă та, унăн çĕр пăта яхăн урпа тухнă (оказалось, вышло). N. Пĕр пилĕк-олтă пăт тохатьчĕ полĕ. || Причитаться. N. Халĕ кăштă укçа пур-ха, Праскура ĕкесем хуса кайнипе 1 т. 50 п. тухать. Вишн. 59. Эсир: ĕçленĕ чух пиртен нумай япаласем тухаççĕ те, çавăнта эпир туртăнатпăр, тенине илтнĕччĕ. || Расходоваться. N. Вара санан уччитлĕри шалу тухмас пулĕ. || Вылетать. ПВЧ 120. Атте килĕ, ай, сала пак, сала-кайăк, ай, тухас çук. || Выплывать. Орау. Çурхи шыв тулăх пулмарĕ кăçал, çавăнпа шывсем ăшăххипе сулăсем Атăла тухиман. || Вытекать. ПВЧ 95. Юман касрăм, ай, пыл тухрĕ, çăка касрăм, ай, çу тухрĕ. Альш. Шăнкăр-шăнкăр шыв юхат, шăнкăртăм хирĕнче çăл тухат. || Истекать (о сроке). N. Çав ката (вăрман татăк) патĕнчи çĕрĕн пĕлтĕр, 1916 ç. срукĕ тухрĕ. || Впадать (о реке). N. Онкă çавала тохать. Онга впадает в р. Цивиль. Альш. Вăл кĕтесре Сĕвене Кăнла шывĕ юхса кĕрет. Кăнла шывĕ пысăк шывах мар. Шывĕ тухнă çĕртех, лапра, ялĕ ларат: Кăнла теççĕ. N. Вăл шыв Сăрра тухат. || Обнаруживаться, распространяться. Панклеи. Нумай та порнмарăмăр, пĕр икĕ эрнерен хай кам вăрлани тоххĕр (обнаружилось). || Образоваться. Ст. Шаймурз. † Хурамаран пĕкĕ аврăм, хĕвелпеле хушăк тухминччĕ. || Восходить (о солнце). Янтик. Эй, хĕвел, хĕвел! Юлашки кун сана пăхса юлатăп. Ĕнтĕ, эпĕ кайсан, эсĕ мансар пуçнех туха-туха (или: тухса) анса тăр. || Уродиться. N. Вăрлăхĕ те тухас çук. Чув. пр. о пог. 468. Çулла тĕтре пулах тăрсан, кăрăç нумай тухать. Если летом часто бывал туман, грибов уродится много. || Всходить (о хлебах). N. Калчасем тĕ ешĕл тухрĕçĕ. N. Тырăсам мĕле туххăрç? || О колосе. N. Ырашсем тата поç тохса тикĕсленчи вара? || Выйти замуж (украдкой). Юрк. Куç умĕнче сарă каччă, тухăп кайăп, мĕн тăвăн? Альш. Тимĕрсел чăвашне качча тухса (т. е. вăрттăн) килет, тет. || Выигрываться. N. Патша хĕрпе окçалла выляса окçа тохмарĕ — çилентĕм, тет Йăван. || Проходить. О земл. Çапла акнă хыççăн вăрлăх витĕнтĕр тесе, çийĕнчен сӳрепе анчах тухаççĕ. || Проходить (в дверь). || Приниматься. N. Çамрăкла ĕçрен юлакан ватăлла (ĕçе) тухать, тет. (Послов.). || Случаться (о пожаре). Шинар-п. Çавăн пек эпĕ астăвасса пирĕя ялта тăватă хут тухрĕ (пожар). N. Çа вăхăтра лапах манăн пиçмо тоххăрĕ. || Выгорать (о деле). Кан. Ну мĕнле? теççĕ пашелсем.— Мĕн мĕнли, ĕç тухмарĕ. N. Ăна тилмĕрсе мĕн тухасси пур. N. Эпĕ шухăшланипе ĕç тухмас ĕнтĕ. || Орау. Вăрман кăçан тухать сирĕн? Когда получите разрешение возить. Альш. Сирĕн кăçал вăрман тухат-и? Удастся вам нынче выхлопотать лес? || Скинуться. Панклеи. Попляканă çĕртех çак арçурин хĕреç тохнă-ӳкнĕ. || Выгружаться. Тайба. Т. † Атăлтан арпус тухат-ĕçке, тулса тухнă уйăх пек. || Выйти из употребления. N. † Порçăн тотăр полăтăм, эп хĕр поçĕнчен тохмăтăм. N. Пирĕн... юрамисĕре тухрĕç, улăштараççĕ çак хушăра. N. Арман тухрĕ, ун вырăнне пĕр çӳпĕ-çапă кăна тăрса юлчĕ. || Появляться. N. Вăл (корь) ачана анчах тухать. N. Çула ача чирĕ тухрĕ, тухтăра шыраса Ишеке çитрĕмĕр, Покровскине те çитрĕмĕр, хулана та çитрĕмĕр. || Проходить (о болезни). Нюш-к. Чир çыпăçнă чухне купи-капанĕпе килет, тухнă чухне йĕп çăрти витĕр тухать, теççĕ. Шурăм-п. Чир тухса кайрĕ. || Окончить. Иваново. Эпĕр хамăр ялтан тухсан, манăн двухклассный школа каяс килетчĕ. || Кончиться, заканчиваться, оканчиваться. Изамб. Т. Час-часах хĕлле, раштав типпи тухсан, ĕçкĕ ĕçеççĕ. Альш. Çĕнĕ-кассăн вĕçĕнче çӳлти эрет тухнă çĕрте. Ст. Письмерь, Ставр. Кăнтăрлахи кĕлĕ мункун кунĕ хĕвел тухас умĕн тухать. Альш. Хăят кунĕ (16 июня) каçпа тин хай кĕвĕ каласси чарăнат: уяв тухат вара. Ib. Михайла эрни тухсан, тепĕр эрне хушшинче. Ст. Яха-к. Çăварни тухса кайнă чухне çынсем пурте çăварния ăсатса яраççĕ. Бюрг. Мункун эрни тухсан ытларикун. Календ. 1904. Вара çăварни тухиччен эрнипех сĕт, çу, çăмарта, пулă анчах çиеççĕ. N. Эпĕ санăн çыруна илтĕм мункуя эрни тухнă кун. || Настаиваться (о чае). Альш. Чейĕ тухаймарĕ-ха. Чай еще не настоялся. || Проходить, проезжать по более узкому месту, напр., по лесной дороге, по улице, по засеянному полю и пр. Трень-к. Пирĕн Чăкăртан киле таврăннă чух пĕр вĕтĕ вăрман витĕр тухмалла. Разум. Пĕр çĕрте çĕнĕ çул (дорога) икĕ халăх çĕрĕнчен пĕрин витĕр тухса каймалла полнă (должна была). Богдашк. † Урамăрсем вăрăм, тухма çук. N. Эпĕ пĕр чăрăш тĕлĕнчеччĕ те, чăрăш витĕр тохса тивĕрĕ мана. || Прибыть, приехать. Сред. Юм. Кăш прахутпа тохрăн? На котором пароходе приехал? || Быть изобретенным. Шурăм-п. Пăрахутсем тухсан (были изобретены) та, çавăн пекех пулчĕ. || Подниматься. N. Мăрьесенчен паян кунĕпе тĕтĕм тухать? || Достаться. Бгтр. † Ой тутри, хĕр тутри, тутри хĕрĕн пулсассăн та, укçи хамра тухнăскер. N. Халăх çине тухрĕç (анасем). Ала 6. Шăпа ячĕç, тет: çав çĕлен урлă каçма кама тухать, тесе. Изамб. Т. Эпир, аван çаран тухнисем, пăсма памарăмăр (не позволили переделять). N. Сана та ним те тухас çук. || Явиться. Синъял. † Турă çырни тухаччен атте патĕнче пурăнтăмăр. || Появляться (об облаках, зверях и пр.). Кн. для чт. I, 15. Каçхине çумăр пĕлĕчĕсем тухнă та, çумăр çăва пуçланă. Синерь. Мĕн пирĕн палумия тухрĕ (что это такое появилось, что ест наши яблоки), тесе калать, тет, ывăлĕсене. || Скипеть. Орау. Вуник минут анчах юлчĕ, сăмаварне лартмастăп та ĕнтĕ, унччен тухаймасть вăл. || Вернуться. Орау. Хам укçа та тухмарĕ. Ib. Пушмака кĕркунне тенкĕ те вунă пус панăччĕ. Хакĕ тухрĕ-ши унтанпа? || Набираться для продажи. N. Сĕлĕ тохмас сотмалăх. Орау. Ку шăмата пĕр пилĕкçĕр хăяр тухĕ-ши? — Мĕн пилĕкçĕрĕ, пĕр икĕçĕр тухĕ. Наберется ли к субботе 500 огурцов? — Где пятьсот, ладно если наберется двести. || Спориться (о деле). Юрк. Ĕçĕ (у него) кĕсем урлă та тухмаст (не выходит, т. е. они ему ни в чем не помогли). Ib. Вĕсенчен кăна ыйтнипе нимĕн те тухманниие курсан, ку татах урах май шыра пуçлат. || В. С. Разум. КЧП. Пьесси те вĕсен кулăшлăрахскер, çавăнпа лайăх тухрĕ. || Чхĕйп. Тата тупăк тунă чух тухнă турпаса пурне те пуçтарса илнĕ те... (собирали). || Стать, сделаться (кем либо). Шорк. Олпута тохнă, попа тохнă. N. Асла тух, мухтава тух. Сред. Юм. Учитĕле тухнă. Доучился до учителя и служит учителем. Рукоп. календ. Прокоп. Начара тух, вĕте тух, вака тух. N. Эмелçĕ хăй пĕлĕвĕ тăрăх асла тухать. N. Санăн варлă çынну, санăн тусу тăшмана тухсассăн, сана вилес пек хуйха ӳкермест-и? N. Вĕсем типсе пĕтсе кайнă хăравçа тухнă, ялан айăплă çын пек тăраççĕ. N. Эсĕ мĕнле чина тухан? || Превращаться, обращаться. N. Аскăнланса çӳрекен çын çемйине тĕрлĕ усалтан сыхлас вырăнне хăй тăшмана тухать. N. Навуса тухнă, обратилось в навоз (о железе). || СРОВ. 11. Ухмаха тухнă-и-мĕн ку çын? Она сошла с ума? || Увольняться, оставить службу. N. Вăл вырăнтан тухатех, теççĕ. N. Халĕ эпĕ вырăнтан тухрăм, ĕçлеме юрамаçть. || N. Пĕр министр ĕçĕпе айăпа тухнă пулсан, вăл айăп ытти министрсем çине те ӳкет. || Потерять образ. N. Ну тулĕк эс этемлĕхрен тухрăн, саншăн кулянап. Микушк. † Çын хурланă пуçăма эс хурласан (обракует, обидит), тухать çамрăк пуç çынлăхран („теряет всякое достоинство и выходит из числа людей“). || Дожить. || Быть в обращении (о деньгах). К.-Кушки. Ку укçа тухнăранпа çичĕ патша улăшăннă. С тех пор, как эти деньги были в обращении, сменилось семь царей. || Ослушаться, перечить. N. Эпĕ хушнинчен ан тухăр. СЧЧ. Çемьесем кирек хăççан та аслин сăмахĕнчен тухни çук. N. Эпĕ каланă сăмахран ан тух. N. Вĕсем сăмахĕнчен тухас мар. || Происходить, образоваться. N. Çак вĕрӳçĕ сăмах тухнă вĕр тенĕ сăмахран. || Вылезать, выпадать. Орау. Пакшан пырши тухнă, тет, хăй çапах тепĕр турат çине сиксе ларасшăн, тет. Чураль-к. Çӳçрен ярса тытсассăн, çӳç тухмасăр ямаççĕ (парни). N. Ăйхинчен вăраничченех ăна пĕтĕм ăшĕ-чикки тухса ӳкнĕ пек туйăннă. Орау. Темскер мăккăли шалтан мăкăрлса тухать (выходит изнутри тела наружу). || Встречать. Сунт. Лисука илме тухакан пулман. || N. Эпĕ кăçал тыр вырма тухаймарăм, икĕ эрне питĕ йывăр выртрăм (лежала, хворала). || Собраться. Альш. N. Вăл хайĕн начар çара-çунине, начар кĕсрине кӳлнĕ те, кайма тухнă. N. Эсĕ каймаллах тухнă-и? Ты совсем собрался? || Приводить. ТХКА 51. Çак çул хамăр яла тухать пулас. Çак çулпа киле каяр. || Начинаться. Ачач 4. Нимĕç вăрçи тухиччен пĕр çирĕм çул малтан. || Употребляется в качестве вспомогательного глагола. Альш. Чăнах та ачи уйăрăлса тухат, е тухса качча каят. N. Ишсе тух, переплыви. Юрк. Тăрахтире кĕрсе лайăх яшкасем çисе тухат. О сохр. здор. Çапла вара пĕр чирпе хăш чухне ялĕпех чирлесе тухаççĕ. Артюшк. Вăл ту патне пынă та, лумпа çĕмĕрсе тухнă (пробил насквозь). Баран. 237. Çанталăк лайăх тăнă чух, çак çула ик-виç кун хушшинче ишсе тухаççĕ (проплывают). N. Кунта мĕн çырнине каласа тух. Произнеси (по порядку все те числа, которые здесь обозначены цифрами). N. Пухăва тухсан-тусан, хайхине пуянсем хутлăхне сĕтел хушшине кĕрсе ларма вырăн та пара пуçларĕç, тет. Орау. Пасар майĕпе кĕрсе тухсан-тусан тем пулĕ-ши: те парĕ, те памĕ ĕнтĕ ку вир-ял (деньги). N. Унта çапăçса кам мухтава тухин, ĕç халăхĕ мухтава тухать. Якейк. Кăк кăларнă чох, чакалтасан-чакалтасан, калаççĕ: халь кăк тоха пырать та-ха (корень при корчевании начал выходить). СТИК. Эп унпа кăшт калаçасшăнччĕ, темле тĕпелелле пăрăнтăм та, кайран пăхап — вăл туха кайнă. Микушк. Эпир пуснă вырăна тивлет пусса тухтăр-и? (Из свад. такмак’а). Изамб. Т. Эпĕ кĕмен! Вĕсем хăйсем вăрласа тухрĕçĕ. Кив-Ял. Емелкке кукăр туя илсе йыхăрса тухрĕ пухăва. Альш. Тепĕр тĕслĕ халăх: тутар, мăкшă, вырăс, хăйне ушкăн лара-лара тухнит (расселились). В. С. Разум. КЧП. Иртсе кайнă чух пирĕн пата кĕрсе тух. N. Пĕçерсе тухаççĕ. ТХКА 5. Аттерен уйăрлса тухнăччĕ. Янтик. Тăваткăл минтер, хăмаç пит, сарса тухăр сак тулли; çак Тимешĕн хĕрĕсене курса тухăр (е: юлăр) куç тулли. ЧС. Вара чӳклекен ăстарик пӳртри çынсене пурне те пĕрер курка сăра ĕçтерсе тухрĕ. (Ача ячĕ хуни). Ильмово. Вырăна çитсен, ăрам пек тăрса тухаççĕ те, такмаксем, сăвăсем калаççĕ. Юрк. Малтан çуна пуçланă çурт çунса пĕтиччен аллă-утмăл килле пĕтерсе те пăрахат (тухат). Истор. Пилĕк сахат хушшинче вĕсен мĕн пур карапне пĕтерсе тухнă. || Так гонят собаку. N. Тох, мар-тох (на собаку кричат). Тюрл. Тох! Пошла вон, цыма, тубо! (отгоняют собаку).

тӳкĕç

или тӳкĕчĕ, мошки, толкунчики. Хурамал. Тӳкĕç тесе вĕтĕ шăна ушкăнне калаççĕ. Ана çинче калаççĕ: тӳкĕчĕ çӳлте тӳсен, çаран вăрăм ӳсет, теççĕ; аялта тӳсен, çаран лутра пулать, теççĕ.

тӳпе

доля, пай, часть. N. Уйăрăлсассăн, çак япалана сана тӳпе тăвас полать. N. Хам тӳпене илес ман. НАК. Эпир ăна сирĕн тӳпене те патăмăр. N. Вутă 4-шар чалăш турăмăр тӳпе пуçне. N. Тепĕр телянккă пор та, он çине те ерес, тит, тӳпипех. N. Халь киле каякансене виç тӳперен пĕр тупине тӳлеттереççĕ. Кан. Ывăл пултăр килĕнчен ача тӳпи, тата хăй тӳпи çурт шыраса халăх сутне парать (подает). Регули 1035. Тăват тӳперен ик тӳпи мана тиврĕ. В. Олг. Виç тӳперен çол, из третьей части косить. N. Çумри телей ертнипе ют ялта та пур тӳпе. СПВВ. Тӳпе = пай: çын тӳпине кĕреймен халь вăл. Изванк. Çав чĕрессенчен: пĕр чĕрессине упăшки валли, тепĕрне арăмĕ валли, виççĕмĕшне ача-пăча тупи теççĕ. Панклеи. Уйăракан пĕтĕм ачана (всех ребят) ик тӳпене уйăрать. Кан. Тивĕш ялĕнче вăрмана валеçнĕ хыççăн пĕр тӳпе ытлашши пулнă. N. Она атей сотнă чох каларĕ: пĕр ят тӳпи сана, терĕ. N. Пирĕн çаран е вăрман уйăрнă чух вунă ятпа пĕр тӳпе тăваççĕ. || Раз. N. Мантан икĕ тӳпе лайăх. Лучше меня два раза. || То, что причитается. N. Тата пособи укçи мĕн пурĕ виçĕ уйăх тӳпи 14 т. 70 п. и илтĕм. || Колос? Хурамал. Тӳпе тутлăхне туса пар. || Околоток, часть деревни. Сред. Юм. Пĕр тӳпе, çынни = пĕр кас çынни (живут не вдали). Тюрл. Пирĕн ялта олтă тӳпе; анат картиш тупи, йăлăм тӳпи и т. д. (деление деревни для удобства решения мирских дел). Янтик. Ялсенче халăхпа уйăрмалла япаласене малтан тӳпене уйраççĕ. Тӳпе тесе пĕр-ик уйăрнă кил ушкăнне калаççĕ: пĕр тӳпере аллă кил пулсан, вара ытти тӳпесенче те 50 кил. Хăш чухне халăх эреххи пулать, ун чух вара кашни тӳпене икшер четвĕрт-и, виçшер-и уйраççĕ те, кашни тӳпери çынсем пĕрле пухăнса ĕçеççĕ.

тăваткал

(ты̆ваткал), четыреугольный, квадратный. Ёрдово. † Тăваткал çытар тĕрлĕ пит, сарса ан хорăр — лармастăп. Тюрл. † Тăваткал çаран тват çаран, çăлассинчен пухасси. Пазух. Тăваткал çерем çĕр-çырли, çырли нумай, çĕр сахал. ЧП. Тăп-тăваткал. N. Тваткал куçлă, клетчатый. || Квадратная или четыреугольная площадь. N. Урам тăваткалĕ, площадь. N. Эпĕр тăракан вырăн 8 çухрăм тăваткалĕ, лупам вырăн, питĕ тӳрем. Ходар. Пĕремĕкне çуррине пиччене пачĕ, çуррине çул тăваткалне, куçсем кайма, еçсе пăрахтарчĕ. Пăрахнă чухне ак çапла каласа пăрахаççĕ: ырă урапа çуна йĕрĕ, çак куç ăçтан килнĕ, çавăнта еçсе пар, тет. (Из обряда „куç чĕлхи вĕртерни“ во время „шатра“). N. Акă ял варринче, пĕр пĕчĕк тăваткалта, шкул çурчĕ... пысăккăн курăнса ларать. || Мера земли. Магн. М. 44. || Особая кладка снопов, когда ставят верхушками вместе с четырех сторон по одному или по два снопа, наверху один сноп (входит 15—20 снопов). Чертаг. || Назв. особого платка, размером 21/2 четверти в длину, 2 четверти в ширину. Атмал-к. N. Тăваткала, хĕр кĕрӳ килне кĕрсен, пуç сырас умĕн, пуçне витсе тăнă. Уна кĕçĕн-кĕрӳ ташласа илнĕ. Уна вара кĕрӳшĕ сылтăм алăн кача-пӳрнине çакса çӳренĕ. Тăваткал пӳркенсе тăнă чух хĕр аллисене чăмăртаса сăмса патĕнче тытса тăнă. || Назв. растения (козловка). Абыз. КС. Тăваткал, иначе: кашличĕ, граненый ствол, едят.

тăваткăл

то же, что тăваткал, четыреугольный, квадратный. Янтик. † Тăваткăл минтер, хăмаç çип, сарса тухăр сак тулли. Тим. † Тăваткăл та çерем çырлалă. N. Вăл çĕре вĕсем тăп-тăваткăл касса илнĕ те, пур кĕтессе те пĕрер чул юпа лартнă. Янш.-Норв. Тăваткăл татăк, четыреугольный кусок. Собр. Тăваткал çаран. || Клетка. N. Тăваткăл тĕрĕлĕ, клетчатый. N. Пир тăваткăлĕ. || Квартал, квадратная площадь. Ачач П. Хупах çуртĕнчен шутласа виç-тăват тăваткăл хăварсассăн, аслă урампа пынă чух, пĕр кивĕ, лутра пӳрт çумĕпе, иртсе каймалла, N. Урам тăват-кăлĕ. Ау 151°. † Тăваткăл-тăваткăл касаççĕ, аслă çула виçеççĕ. || Бубны (масть в картах). Кутема.

хай-çырма

хай-çырми, назв. тат. дореволюционного праздника. СПВВ. ИА. Имишерсен чăн аслă праçникне хай-çырма тенĕ. Тюрл. Пирĕн, çимĕк иртсен, хай-çырмине каяççĕ. Çав хай-çырмине пиртен пĕр пилĕк çухрăмра, аслă çаранта тăваççĕ. Çав çаран çумĕнче пĕр çырма юхат. Çав çаран çине çамрăк ачасемпе хĕрсем пĕрле пухăнаççĕ. Арçын ачисем хĕрсене пĕремĕксем çитереççĕ. Унта сутă тăвакансем те тухаççĕ. Çавна вара пирĕн хай-çырма теççĕ. Вăл хай-çырмине ахаль пасара тухса утнă пек тухса утмаççĕ. Виçшер лашасемпе те икшер лашасемпе анчах пыраççĕ; пĕккисем çине хăнкăравсем çакаççĕ, лашисен хӳрисене тӳлеççĕ, çилхисем çине хĕрлĕ тутăрсем çакаççĕ... Çаран çине çитсен, çаран йĕри-тавра пĕрер хут çавăрăнаççĕ те, лашисене тăратса лавккасене çӳреме каяççĕ. Лавккасем хушшинче хĕрсем ушкăнĕ-ушкăнĕпе тăраççĕ. Хăйсем пурте хĕрлĕ кĕпесемпе те атăсемпе, пуçĕсенче тухья, умĕсенче алмапа шӳлкеме, тенкĕллĕ мăй-çыххисем, урăх илемлĕ шăрçасем те çакнă. Вăл хай-çырмине пирĕн ялта чысламаççĕ, урăх ялсенче сăра ĕçсех чыслаççĕ. Ачасемпе хĕрсем çӳресен-çӳресен, хай-çырми тăвакан ялтан пулсан, килĕсене тавăрăнаççĕ, хай-çырми туман ялтан пынисем хай-çырми тăвакан ялсене хăнана каяççĕ. Унта вăлсем хăналансан, каçпа килĕсене юрласа тавăрнаççĕ. Моркар. Хай-çырми — тотар праçник, тройски чох полнă, виç конччен. См. Магн. М. 65, Золотн. 189.

хавасă

то же, что хавас. Изамб. Т. Ун пек çаран çинче утă çуласси тата хавасăрах.

халăх

(халы̆х), народ. ЧС. Е пĕсмел чук çырлах, хура халăха ырлăх пар, çăмăр пар... (Из моленья). N. Халăх çăварне чармалли çок. Истор. Василий Дмитриевнч аслă княçра чух вырăс халăхĕ çине тутарсем икĕ хут килсе вăрçнă. Ст. Айб. Халăх халăх пулĕ, теççĕ. (Послов.). N. Вĕсенĕн ят çĕрĕсене халăхпа (миром) туртса илсе урăх çынсене панă. ЧС. Пĕрре эпир халăхпа илнĕ çаран çинче утă çулаттăмăрччĕ. || Люди. Яргуньк. Халăхсам ĕçлесе укçа тупаççĕ. Якейк. Пирн Хветĕрпе пит те ан калаç, вăл орăх юшши халăх. || Общество, мир. Букв. 1904. Петĕр Çтаппанĕ халăх вăрманне (в общественный лес) вутта кайнă. N. Салтак пурăнăçĕ халах пек.

халлĕн

употребляется в смысле послелога: в состоянии, в виде (чего). Пазух. † Леш кассенĕн хĕрĕсем вăтăр çула çитнĕ ĕнтĕ: хĕрĕх çула çитсессĕн, хĕр халлĕнех (в состояиии дев, т. е. старых дев) ларас тет. N. Эпир мĕнле халлĕн вилĕпĕр... (в каком состоянии умрем). СТИК. Ахутана карăм та, пĕр кайăка чĕрĕ халлĕнех илсе таврăнтăм (принес живым). N. Çĕнĕ халлĕнех, несмотря на то, что новая. N. Трофима чирлĕ халлĕнех эпĕ Милита хăвартăм. N. Сывă халлĕн тухса кайрăм. Сред. Юм. Пусывккана тырă ямасăр, мăян халлĕнех авăртрăмăр (без примеси зернового хлеба). N. Кĕнекене уçса хунă та, халь те уçнă халлĕнех тăрать (уçах выртать). Турх. Пĕр пуç халлĕн сарăхса кайрăн. Баран. 132. Хăш-хăш меттал: ылттăн, кĕмĕл, шур ылттăн çĕртен таса халлĕн тухать. Ib. 46. Ун пек чух çаран тăрăх ĕрĕхсе çӳреттĕм, чупса пынă халлĕн купа çине сиксе утă ăшне кĕрсех ӳкеттĕм, чикеленеттĕм, йăваланаттăм. Ib. 154. Çав халлĕн (в таком виде) тинĕс хĕрринчи хуласене сутма кăлараççĕ (вывозят на продажу). N. Вĕсем хальхи саманана епле халлĕн çитсе кĕнине пĕлтерсе тăрать. Альш. Леш юппи вăл çав тарăн халлĕнех (оставаясь таким же глубоким) каять юхса хĕвел тухăçнелле, Сĕвенелле.

хыса

(хыза), пологий склон, покатость. Персирл. Хысара çӳрерĕмĕр. || Возвышенность. СПВВ. ВА. Сам. 77. Лаши тăрса, сăтăрса, çур хысана аннăччĕ, тытаймарĕ чарăнса, аялалла ярăнчĕ. || Выступ. N. Хыса, хысак; выступ, терраса (топограф.) Çутт. Хĕвел çутти çаран çуммипе чалăшăн ӳксе йăвăç-курăклă çырма хысисене шупкалатать. Шурăм-п. Хыса хĕрри типнĕ. || Письмянка. Сак хыси (край нар или лавки), кăмака хыси (деревянный низ печки). Ст. Айб. Ачи-пăчи месерле, ашшĕ-амăшĕ хăяклă. (Сак хысипе саккисем). Изамб. Т. Кăмака хыси тусан (маленький груб для печки). Собр. Кăмака хысипе сак хыси. || Нюш-к. Часть ткацкого станка, на что сотканное полотио укрепляют, чтобы натянуть „пир“. || 1) Лобок, pubes; 2) çӳхеçĕр у мужчин. Ст. Чек. Янтик. Хыса тесе пĕç тĕпнелли ӳте калаççĕ (область лобка и смежная область живота). N. Хысаран ыратать. || Назв. леса около села Персирлан и Орабакасов.

хур

хор, класть, ставить, положить, поставить, строить. Ст. Чек. Кĕнекене минтер айне хутăм. Я положил книгу под подушку. А.-п. й. 4. Асаттепе иккĕн çĕклесе хума тăратпăр — хураймастпăр. Ib. П. Ваçлей нушана епле лектернине, ăçта хунине, епле çавăнтан вара пурнăçĕ малалла кайнине хунĕне тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕ. Василий рассказал тестю обо всем подробно: как он поймал нужду, куда положил, и как с того времени жизнь у него пошла хорошая. Ib. 71. Илсе хурас ăна кӳме çине, тет вăл ямшăкне. Ib. 71. Вилнĕ кашкăра кӳме çине илсе хураççĕ те малалла вĕçтереççĕ. Ib. 54. Йăви хăвăртрах сивĕнтĕр тесе, чӳрече çине пырса хучĕ. Ib. 94. Шурă халат тăхăнса, тухтăр пекех тумланса, сарă чăматан йăтса, тĕрлĕ кĕленче хурса, ĕне хӳрине чиксе, хуллен утать хулана. Ib. 77. Каçхине Ваçлей лаша кӳлчĕ те, нушана тытса хупнă арчана урапа çине хурса, вăрмана тухса кайрĕ. Вечером Василий заложил телегу, поставил сундук, взял железную лопату и отправился в лес для похорон нужды. Ib. 68. Çăнăхпа пĕрле вăл Пӳрнескене те илсе кĕчĕ, тет те, çăнăхне аламасăрах кăвас хурса лартрĕ, тет. КВИ. Анчах шăлнĕ укçине хăйĕн айне хурса ларнă. ГФФ. † Кăвак сăхман илемсĕр сак çинче хорса каснăран. Серый кафтан некрасив потому, что его кроили на лавке. Регули 854. Ман тырă (тыр) питĕ нумай, ташта хома вырăн топас. Н. Седяк. Вăя пуçланă чух шăпа тытса çăпатасене хурала хураççĕ (кладут под охрану). N. Кĕлте çыхнă чухне çурлана хулпуççи çине хураççĕ. ЧП. Атьăр тутăр кумар-и, варрине хура хурар-и? Янтик. Есир япалусене çакăнта хурайрăр. Ib. Килсен кала вĕсене, япалисене çакăнта хурайччăр. Ib. Эс, Хветĕр, çурлуна çакăнта хурайăр, никам та илес çук ăна. N. Урăх çĕрелле кайса хуман-и? Не положила-ли куда-нибудь в другое место? А.-п. й. 66. Пĕр карчăк кăмака умĕнчи кашта çине типĕтме вутă хунă, тет. Ib. 106. Çавăнта сарайне кайса хур, теççĕ хуçисем. Якейк. Тепĕр рет хорса каяс. Надо начать класть новый ряд (напр. кннг). N. Тăхлаччи пиçнĕ хура пĕр-пĕр савăтпа сĕтел çине пырса хурать. N. Эсĕ лашăна юпа çумне хур, ху тăрăх сак çине лар. N. † Айăм, айăм темесен ая минтер хумĕçĕ. НР. † Çырма орлă каçă хотăм. Мостки устроил через речку. Султангул. † Эсĕ леш енче, тăван та, эп ку енче, кил иксĕмĕр хурар та ай каçмине. Хуратсăн хур каçмине ай çӳçерен, пусмассерен вăль-вăль та ай авăнтăр. Н. Карм. Каçмăрсене хурсан çирĕкрен хурăр, каçмассерен каçмăр авăнтăр. || Прикладывать, приложить. N. Вăл хăлхине ĕçчена çумне хунă та итлет. Он приложил ухо к стене и слушает. О земл. Кĕнеке тăрăх мĕн пĕлнине ĕçе хума тăрăшаççĕ. N. Çитмĕл çула çитрĕм, çын çине алă хурса курман. || Ударить. Альш. Çакă çĕлен Ивана пырса хучĕ, тет (ударил). || Класть больного в больницу. Кан. Кусене эпĕ хамăр Пеловолшск пульнитсине хутăм. Сборн. по мед. Дифтеритпа чирленĕ çынна часрах больницăна хумалла, е ун патне доктора чĕнсе килмелле. || Привернуть (оглобли). Торп-к. Старик вăрмантан килсе торта хочĕ, тет (привернул). N. Кĕркури турта касса тухса хурать те, урапи çине хăпарса ларса, татах малтанхи юррах юрлать. || Пришить. N. Кĕрĕк çине хур. Пришить к шубе (о воротнике). ТХКА. 71. Çăварнире лаша ĕрĕхсе çурна кĕрĕкĕн çаннине çĕнĕ тир татăкĕпе анне пит лайăх сапланăччĕ, йăллисене çĕнĕрен хунăччĕ. || Заплатать. N. Йĕм çине тăхăрвун пилĕк саплак хунă пулнă. || Натягивать (о струнах). Якейк. Кĕслея çĕнĕ хĕлĕхсем хочĕç (натянули). || Набираться. Урож. год. Нӳрĕпе хăват хурса çитĕнеççĕ хумханса (травы). N. Самана лăпкă тăрсан, эпĕ хăват хурăттăм. || Ставить (самовар). Янтик. Кĕпер пенчи сăрлă юпа ут кăкарни пирĕн у ( = вăл), сăмавар хурса сахăр катни шур явлăкли пирĕн у. || Поставить (охрану). N. Халĕ (1906 ç.) вырăнĕ-вырăнĕпе хурал хунă, е салтаксем тăраççĕ, е казаксем çӳреççĕ. || Ставить в банк (в игре в карты). Орау. Малтан пĕрер тенкĕ хурса вылярĕç. Унтан икшер тенкĕ хура пуçларĕç. || Закладывать, заложить. Альш. 15 тенкĕ парса ятăм та, тăлăпне хăварчĕ хурса. Юрк. Хупаха хур. Заложить в кабаке (вещь). Ib. Хупаха хурса эрех ĕçеççĕ. || Начислять. N. Ун чухне банк укçана пит пысăк процента хурса пама пуçланă. || Творить (ставить) тесто, замесить. Юрк. Кăвас хур. N. Кӳптĕрме хур. Сред. Юм. Колаç хорса лартрăм. (Колаç пĕçерме чоста хорса лартсан çапла калаççĕ). Хурамал. Сăрана хатĕрлесен тепĕр кун ирхине икерчĕ хураççĕ те, каç икерчине пĕçереççĕ. || Назначать на место, на должность. Пухтел. N. Сана каллех ĕлĕкхи вырăна хурĕç. Альш. Унта вĕсем хăйсен хутлăхне пĕр хĕрне касначчея хураççĕ. Истор. Аслă княçа иккĕшинчен пĕрне хурасшăн пулнă. N. Пирĕн ялта шкул уçнă, унта çав Волкăва хăйне тиректăра хунă. Чăв. й. пур. 26. Сана куланай пухма хуратпăр. Ib. 26°. Сана куланай пухма хурасшăн, тенĕ. || Определить, установить. N. Вĕсем пĕтĕм халăх çырăва вĕрентĕр тесе çĕнĕ йĕрке хунă. Орау. Атăсене икĕ мăшăрне те кайса парас: хăшне тӳрлетет, вара пĕр мăшăрне хăй илсе тӳрлетнĕшĕн укçа хури (хурĕ-и)? N. Вут тупăнмарĕ, ыттине ĕçе хунă. || Решать. N. Йышăнмасан укçа пама пăрахăç тума хунă. || Накинуть. П. Патт. 13. Темĕскерле çын кĕрĕкне хулпуççи çине хурса тухрĕ. || Прикрытый. И. Тукт. Кайсан-кайсан, Ульянасене пĕр чăптапа витсе хунă лав тĕл пулчĕ. || Приказать, велеть. N. Çаврăнма хуратна, анма хуратна юланут çинчен? (Такмак). || Подать в суд. Чăв. й. пур. 210. Эпĕ каçармастăп, манăн ача вилет, эпĕ сута хуратăп, тенĕ. СПВВ. Сута хучĕç. || Чув. пр. о пог. 278. Хĕлле юр сакăн-сакăн пусма пек картлашкаллă пит нумай хурсан, çулла тырă-пулă пит лайăх пулать. Если зимою очень много насядет снегу ступеньками, как у лесенки, летом хлеб будет очень хороший. || Уродиться, родиться в кого. Юрк. Такам шуйттана эсĕ хунă! Ib. Митукăн амăшĕ те шарт тĕлĕнет: „Ачу масарĕ ку Митук, кама шуйттана хучĕ-ши? Пирĕн йăхра никам та ун пекки çукчĕ-çке“. N. Вăл амăшне те, пиччĕшне те хуман, пит çемçе çын пулнă. Регули 923. Пĕтĕмпех хама хунă. ÇМ. вăт. || Значит, надо полагать (?). Рукоп. календ. 1908. Шикланаççĕ хур.|| Почитать, ставить во что. N. Илтмĕтĕм сирĕн сăмахăра, чунăм чухлĕ хуратăп кăмăлăра. ÇМ. Этем чунне — выльăх чунĕ вырăнне ан хурăр. N. Эсĕ ман сумаха сумах вырне хумарăн. N. Пирĕн ватăсене чыса хураççĕ. Дик. леб. Çакна хăнăрсене чысламалли тĕслĕрен ĕçме-çиме вырăнне хурса выльăр. N. Кăмăл хурса, хĕрхенсе ман айăпа каçарсам. || Составить, сложить. N. Микула геройсене мухтаса юрламалли çĕнĕ юрă хучĕ. || Сравнивать. N. Петĕр çын чĕрине çăлкуçĕ майлă хурат.|| Зачесть. N. Эсир мана ку ĕçшĕн айăпа ан хурăр, тенĕ. N. Мана винавата хуран. N. Çавна та ĕнтĕ айăпа хуратна? || Давать (имя). Яжутк. Пирĕн ялта пĕтĕмпех (все) Шăнкрин ятлă, ахаль пуп çавнашкал хунă. || Девать. Хĕн-хур. Ачасене ăçта хурас! Вĕсене те пăрахас-и-мĕн? Толст. Çиллĕме ăçта хурам-ши? Юрк. Ай-хай, арăмçăм, сарă арăм, çта хурĕç-ши манăн чунăма? Чем люди живы. Кала эсĕ, укçăна ăçта хутăн? тет Матрӳне. Альш. Килĕнче хăйĕн пурлăхне ниçта хура пĕлмен. Ib. Сирĕн пек лайăх çынсем умĕнче ырă сăмахăма ăçта хурам-ши? Ал. цв. Каялла çаврăнса пăхать те, ниçта алă хума та вырăн çук. || Наливать. N. Сăра хур, наливать. || Пить. КС. Сăра ĕçтернĕ чухне: хур, хур, тесе сĕнеççĕ. || Оценивать. N. Хамăрне 50 тенке хутăмăр. Орау. Сурăха пĕр тенкĕ хучĕç. Оценили овцу в рубль. || N. Эсир канаш тăватăр пулсан, эпир ăна пĕтерĕпĕр; эсир пĕр-пĕр сăмах хурсан, вăл сирĕн пулмасăр юлĕ. N. Хампала иксĕмĕр хушăмăра эпĕ сăмах хуратăп. || Быть принятым. П.-Пинер. Пасара кайсан çын вали кулаç илме хуман. N. Уяра хирĕç юпăнчă илме хунă. N. Ывăла шаннă — хуран çеккĕлинчен тытма хунă тет, хĕре шаннă — алăк хăлăпĕнчен тытма хунă тет. || Потратить. Календ. 1907. Çĕре тухăçлăрах тăвас тесен, ăна ĕçлеме вай нумайтарах хурас пулат. || Пожертвовать. N. Вĕсем халăха ирĕке кăларасшăн хăйсен пуçĕсене хучĕç. || Развести (огонь). НР. † Уй варрине вут хуртăм. Среди поля я огонь развела. А.-п. й. 21. Такасем, пĕр-пĕринпе тĕкĕшессине шанса, шăнасран çапă пуçтарса вут хунă. || В чувашизмах. ЧС. Вăл (лошадь) е хирте е картăшĕнче ирĕк çӳренĕ чухне, ун патне тытас тесе ют çын ан пыра хур (и не думай подходить), хăна пĕр систермесĕр шартлаттарса тапса яратчĕ. N. Эпир çав ӳсĕр пекех пулас мар, хамăр ăса çухатсах хурас мар. Халапсем 27. Тархасшăн ан кая хур (не уходи), эсĕ пире тĕрмере çĕртсе пĕтеретĕн. Юрк. Ан кая хур. Не вздумай пойти! Чем люди живы. Çимун Михала ĕçне пырса пăхнă та, шартах сикнĕ: Михала улпут таварĕнчен вилнĕ çын пушмакки çĕленĕ хунă. Конст. чав. Инке каллех: ан ухмахланса çӳре хур эсĕ, ачам, апла, терĕ. См. Магн. М. 263. || В качестве вспомогательного глагола. Оп. ис. ч. II. Виçтерсе хур, эп пырăп. Вели взвесить, я приду (и возьму). Ib. Вăл çаран çине кĕре ан хур — пĕтрĕн вара. Не вздумай пойти на эти луга — погибнешь. ГФФ. † Мана савнă сар ача шотласа хонă ылтăн пек. Мой размиленький красавчик — ровно считанное золото. Оп. ис. ч. II. Лашине витине хупса хурат. Ставит дошадь в конюшню. Ib. Çил тухиччен акса хурас. Надо (заранее) отсеяться, пока нет ветра. Ib. Тĕтĕрсе пĕтерсен, шăналăка карчĕ те хучĕ. Окурив, она задернула полог. А.-п. й. 53. Кашкăр йăпăр-япăр тĕпсакайне анса кайрĕ. Йытти сакай алăкне шăнкăрт хупса хучĕ те, пас кăларса вĕрме тытăнчĕ. Когда волк забрался туда, собака захлопнула крышку, а потом принялась лаять. Ib. 90. Мĕн пур йăвăç купинче мачча кашти курăнмасть. Тупса хурсан кашталăх, тытăнăп тин ĕçлеме. Ib. 91. Çав вăхăтра Сахарĕ çыхать хурать улпута. Ib. 82. Хайхисем килĕшрĕç те, сумккăпа кив капансене улăштарса та хучĕç. Альш. Унтан (она) кукша качакине илет те, хăй качакине çыхса хурат, тет. N. Çапла вара илемлĕ чĕлхене пăсса хураççĕ. Чăв. й. пур. 33°. Ивана хăне ĕçтерсе ӳсĕртнĕ те, пылне вăрттăн илсе хурса сута-сута янă. N. Ухмах çынна ан хирĕçтере хур, вăл тем те туса хума пултарать. Янш.-Норв. Çапла вĕсем вара çураçса хураççĕ те, туй тума япаласем хатĕрлесе хураççĕ. Регули 958. Ĕнер туса хорас мĕн сирĕн. N. Сухи пуçпе сӳрине сухаласа пĕтернĕ ана çинчен тепĕр ана çине кайса хучĕ. Халапсем 15. Хай упанăн икĕ хăлхинчен ярса тытса часах урапине кӳлсе те хурать. N. Агаша йĕре-йĕре Корней пичĕ çине таса тумтир витсе хунă. N. Палач вĕрене хăвăрт туртса илнĕ те юпа çумне çыхса хунă. N. Çитсен (по прибытии) мĕн тăвассине вăл малтанах вĕрентсе хунă. Истор. Ывăлĕсене вăл хăй сывă чухнех пĕрер хула парса хунă. Шăна чир. сар. 19. Шăнасене пистерттерет, нумайĕшĕ тата вырăнтах шăнасене вĕлерсе хурать. N. Пĕр кулак çапла каларĕ, тет: „Пире пĕтĕмпех пĕтерсе хурасшăн“, терĕ, тет. N. Ӳсечен (?) çăнăх исе хурайтăн-а? N. Авал пĕр пысăк пуçлăхран ыйтнă, тет: „ Эсĕ тĕрмене лартакан çынсем хушшинче пит лайăх çынсем те пур-тăр-çке? — тесе. Пуçлăх пăртак шухăшларĕ, тет те, каласа хучĕ, тет. N. Тепĕр çын тата. „Чăн пирĕн çарансем питĕ начар, анчах вăл выльăх çӳренĕрен мар, çулсем çапла килчĕç“, тесе хучĕ. N. „Çапла вăл, Микулай, çапла; Ваçлей пурне те пĕлет вăл“, тесе хучĕ Ерхип. Кн. для чт. 65. Хăйне ниçта кайса хума пĕлмен. N. Каç пулсан пулла кайăпăр тесе ăман чакалтаса хутăмăр. Имен. Ашшĕ ăна хирĕç илме тохать. Алăк оçса хочĕ. Хора-Çирма. Эсир уншăн ятласах хумăр, тесе шутларăм. Думаю (думал), что вы меня не будете за это слишком бранить. (Из письма). Орау. Йăтăнса анса пусса хурĕ (придавит). N. Алтса хур (вырыть). ЧС. Çапла тетен (у брата) сулахай алли типе пуçласан хай этем: „Акă ку керемет çеремĕ хай Михелене мĕн туса хунă, тетчĕ (т. е. что сделал ему киреметь за распахивание киреметевой земли). N. Иле хăйне ырăлăх тунăшăн Якку çапла туса хунă. КВИ. Пиччĕш хăйĕн шăлнĕне чиксе хучĕ укçашăн. N. Хула хапхине хупса хунă. N. Вĕсене епле пĕтерсе хунине (как истребили) илтсеттĕмĕр эпир. N. Чӳрече çумне хĕрлĕ вĕрен çыхса хур.

хуртар

(хурдар), понуд. ф. от гл. хур. Собр. † Пурçăн та чĕрçитти тĕрттертĕм, кантрĕне лентерен хуртартăм. Ст. Шаймурз. Йĕпкĕн хура сăхман çĕлетрĕм, икĕ енне икĕ кĕсе хуртартăм, пĕр енне пĕрлĕхен яртартăм, пĕр енне хурлăхан яртартăм. Никит. Çав çынсене çаран мĕн чухлĕ ваттарнине хак кайса хуртарас пуль тесе пӳрте кĕчĕ. Чăв. й. пур. 7. Çыру пĕлекен çынсене алă хуртарнă (приложить руку). N. Сĕтрен кĕсел хуртартăм. N. Мана хĕрхенекенсем вара теçетнике хуртармарĕçĕ (не позволили назначить меня десятником).

Хурăн утти

назв. луга (çаран). Тури Карапаш.

хӳре

(хӳрэ, х’ӳр’э), хвост. Оп. ис. ч. II. Тилĕ тус хӳри çине çиленет те, хӳрине çавăрăнса çыртма хытланса. Ку тилле анчăксем курах каяççĕ. Лисичка рассердилась на свой хвост и стала вертеться, стараясь его укусить. Вдруг лисицу увидали собаки. Альш. Хӳрине аялалла тăснă. Опустила хвост книзу (лисица, от усталости). А.-п. й. 14. Ăçта каян, мулкач тус? — тесе ыйтать йытă кĕске хӳрелĕ мулкачран. Ib. 6. Кушак, кутăн тăрса, хурине чӳрече витĕр кăларать те кăшкăрать. ГФФ. † Торти толли тор лаши те, торти-çони çол майлă та, çилхи-хӳри çил майлă та. Гнедая лошадка сыта и красива, сани и оглобли по дорожке, грива и хвостик — по ветру. А.-п. й. 89. Çак сăмаха каласан, ĕне хӳрине илсе, утрĕ ерипен килне. Ачач 59. Ăна хăваласа та тытмалла мар. Анчах пĕр-пĕр хӳри тăрса юлать юлатех. Çав хӳререн ярса тытсан, таракан тĕлĕке тинех тытса чаратăн. N. Йытă пек хӳрисене пĕç хушшине чикрĕç. Орау. Пулли хурине вылянтарать. N. Пĕр шăшийăн ик хӳре. (Çăпата). КВИ. Çеçен хирте ыр утăм пĕр пĕчченех, йĕвенсĕр, сиксе çӳрет выляса, хăй хӳрине тустарса. Добрый конь в зеленом поле без узды, один, по воле скачет весел и игрив, хвост по ветру распустив. ЧП. Хĕрлĕ хӳре ăшĕнче симĕс хӳре илемлĕ. К.-Кушки. Хĕрлĕ ĕне хӳрине çаран çинчен тупрăмăр. Букв. 1904. Çитрĕ, тет те, хӳрене вакка чиксе ларать, тет. Сред. Юм. Хӳри кĕске тесе пит вĕлтĕрке çӳрекен çынна, шанăçсăр çынна калаççĕ. См. хивре. || Зады. Изамб. Т. Унти çуртсем пурте пĕр енелле, малти çуртсем хӳринелле пăхса лараççĕ. Ib. Çур урамĕ (половина улицы) хӳрипе (задами) урамалла ларать. || N. Тата ман хӳри мĕн пуплет ман çинчен. || Руль, корма на баржах, пароходах, лодках. Сред. Юм., Кашкар., Çутт. 154. Хӳре тытса ларакан старик. N. Çил-тăвăл вăхăтĕнче аптăракан хӳресĕр карап евĕрлĕ. || Хвост ветряной мельницы. N. Арман хӳри. Сюндюк. Хӳре тыт, направить мельницу. Изамб. Т. Армана çиле хирĕç тăвас тесессĕн, хӳрине пăраççĕ. Якейк. Хӳре пуçĕнчен канатăн пĕр вĕçне çыхаççĕ, тепĕр вĕçне йопа патне илсе кайса, ăна онкă пак туса хуçлатса, çав онка ăричак чиксе йопа тавра çавраççĕ, вара хӳре, çавăрнă майĕпе, йопа патнелле пырать. Вăл йопа патне çавăрса çитсен, каната тепĕр йопа патне илеççĕ. || Назв. наряда. Чутеево. Хӳре делается из шерсти или шелка, прикрепляется к косе. СПВВ. КМ. Хӳре, ăна хĕрсем те, арăмсем те çакаççĕ. Хурамал. Чакак, чакак, чакаклать, симĕс хӳрине пăркалать, чипер инке, сарă инке, сарă хӳрине пăркалать. Цив. Çавра шапка хӳрине вуникĕ ярапа яртартăм. N. Хушпу çукки пурак тăхăвăр, хӳре вырăнне кăшман çакăр. (Такмак). Б. Олг. Тури ялта хĕр кортăм, илес терĕм, окçи çок, хӳри саккăр полчĕ. Торп-к. Вăрманта инкĕшĕ Пикенĕн хӳрине татса хурăн тăрне утрĕ, тет. Байгл. Хӳре пурри хӳре тăхăнăр, хӳре çукки кăшман çакăр. || N. Сĕреке хӳри. См. сĕреке. Изамб. Т. Лекнĕ пулăсем хӳринче пухăнса тăраççĕ. || О дожде. Череп. Хӳри кăна тиврĕ. Дождь задел (местность) только краем. || Юрк. Хӳри, кунçаланă çипе ĕçерсен, тытса тăрать. || Полоска хлеба на загоне, которую приходится жать отдельному жнецу. Якейк. Ай-ай Михалăн хӳре мĕн тăршшĕ чăсăлса йолнă. Ib. Он хӳри яланах валта пырать. Ib. Хӳре танаштарас тесе вырса алла касрăм. Ib. Вăл ик çын хӳрине (за двоих) вырса пырать. Ib. Йăван паян конĕпех хӳрере пыч. Ib. Вăл паян хӳререн тоха пĕлмерĕ.

хăва кати

ивовая заросль (молодая). Никит. † Çаран варĕнче хăва кати, кам касса та савнĕ-ши, çакă ялăн хĕрĕсене кам илсе те савнĕ-ши?

хăмăрăн

в непривлекательном виде. N. Çак вăхăтчен çаран шав хăмăрăн курăнса выртрĕ.

хăп

(хы̆п, хŏп), отстать, отойти, отпасть, отделиться. Кĕвĕсем. Ĕнтĕ ут пыраймас, ут пыраймас, йĕс таканĕ хăпнă та пусаймас. N. Пысăк тĕме, вăл тĕмене улăп çăпати тĕпĕнчен хăпса юлнă теççĕ. ЧП. Хуйри хăпса ӳксессĕн (у вяза). Цив. Çӳлĕ ту çинчи çӳрен ут, тахан хăпнă утаймасть. Янтик. Пушмак кĕлли хăпнине атă кĕлли мĕн тăвас? О сохр. здор. Тата хăш-хăш çынсем чечеклĕ ачана кĕсенсем хăпса пĕтмесĕр çумаççĕ. Ib. Пирĕн тир пит хĕрнĕ, тарланă пулсан, е вĕри шывпа йĕпетсен, вара унтан тин кирĕк хăпса тухать. Юрк. Унччен те пулмаст, хай чăваш арăмĕ, алăк янаххи çумĕнчен хăпса кайса, кĕсле калаканни умне пырса тăрат те, лайăхах кĕсле калама пултараймантан, унăн аллинчи кĕслине: кӳр-халĕ хам каласа кăтартам, тесе илет, тытăнат хăй кĕсле калама. Ашшĕ-амăшне. Эпĕ ĕмĕр санпала пĕрле пурăнтăм, халĕ санăн пуçна ниçта чикме вырăн çук чухне епле сантан хăпăп вара? Демид. Лешĕ хăваласа ярать кăна, хăпах эппин (ну ладно, отстань), тесе. Орау. Хăни-вĕрлисем аран-аран хăпрĕç (убрались). Ib. Ан хăвалăр-ха, апат çисанах хăпăпăр. КС. Аран-аран хăпрĕ. Насилу ушел (о навязчивом госте). Халапсем. Апла каласан, ку карчăк пӳрт чӳречи умĕнчен хăпса каять. N. Карчăк Еккĕмрен хăпас çук. || Оторваться. N. Манăн пĕвĕм çумĕнчен хулпуççийĕм хăпса ӳктĕр. Тюрл. Атă кĕли хăпса ӳкрĕ. Шурăм-п. Унтан хăпма та пĕлмеççĕ. Не могут от него оторваться (от приятедя своего). Ачач 49. Вĕренекен ача алăк çумĕнчен хăпса малалла пĕр утăм ярса пуссассăн тин... || Ускользнуть. N. Кунтан хăпасси кăна. Только бы ускользнуть отсюда. || Отвязаться. Сред. Юм. Такçан та хăпса каяс çок. Ст. Ганьк. † Ах, аттеçĕм, аннеçĕм, кăçалхи çул памасан, ĕмĕр хăпмĕ, терĕр пуль. || Расставаться. Кильд. Çичĕ ют хушшине эпĕ пымăттăм, савнă ырă тусăмран хăпмăттăм. || Подняться массой, чтобы сделать что-нибудь. КС. Халăх хăпса тухнă. Народ вышел массой (напр. из деревни). Орау. Акă ĕнтĕ, мурсем, каллех хăпса килчĕç (пришли во множестве, привалили). Изамб. Т. Исампальсем ана туса валеçме çаран çине каçсан, пĕтĕм Исеккел хăпса (гурьбою) тухрĕ. Юрк. Ку шуйтансем ăçтан хăпса килеççĕ-ши? N. Пăр пек хăпаççĕ, Толпами уходят. КС. Паян пасара халăх хôппăрĕ, çул та палăрмасть пыраççĕ (много народу двинулось на базар). || Сунт. Çуртырри çĕр çумĕнчен хăпаймасăр кукша пуçлă çын çӳç пĕрчийĕсем пекех вĕлтĕртетсе ларнă. || Употр. в сочетании со словом сехре (сехĕр). См. сехре хăппи (вып. ХI).

кушак çăмарти

назв. раст. у которого двойная семенная коробочка в сухом виде напоминает testiculos felis. Н. Аделяк. Ст. Чек. Кушак çăмарти (иначе: шакăркка курăк), черного цвета: rhinanthus crista galli. Рак., Кайсар № 23. Кушак çăмарти. Çаран çинче ӳсет. СТИК. Кушак çăмарти — растение; листья зеленые; стручок — варринчен пумаклă; длиною с пол пальца, шириною — с палец в поперечнике; покрыт волосками, имеет форму приплюснутого мешка; внутри — перегородки.

кӳрт

(кӳрт, к'ӳрт', Пшкрт: кӧрт), вводить, впускать; вносить. Изамб. Т. Эпĕ, ирхине тăрсан, вут хутап; ĕнене кӳртсе сăватăп. С. Дув. Ку, Яхути, упăтине кӳртет (в избу); кӳртсен: хăнана çиме лартас, карчăксем! тет. || Занести, внестн. Тогаево. Онтан лашасене шăвартăмăр та, витрине кӳртсе патăмăр (отнесли в избу и отдали). N. Çăкăрне калла кӳртсе хума хушнă. || Свозить в помещение. Сред. Юм. Кĕлтене çын итемне кӳртрĕмĕр. Снопы ввезли на чужое гумно. N. Пĕркунтарах паранкă кăларса пĕçерсе çиеттĕмĕрччĕ, халĕ паранкăсене кӳртсе пĕтернĕ. || Поместить. ГТТ. Ун çинчен (об этом) ӳлмĕрен çырăп-и-ха сире, е хам «описание» çине кӳртĕп-и. Юрк. Çак кĕнекене кӳртнĕ такмака каларăм (произнёс). Орау. Вуттине (дрова) ик çĕклеме кӳртне (принесла за два раза, разделив на двое). Ib. Ута (сено) ик çунанах кӳртсе килтĕмĕр (поместив всего навсего на два воза). Богдашк. Ку çынни: катки пысăкчĕ те, çирĕм пăта вунпилĕк пăта кӳртсе килтĕм, тесе каларĕ, тет. || Прибавлять (при тканье). Альш. Хĕрлĕ çине е кăвак, е шурă, е сарă çип кӳртнĕ (о штанах, йĕм). || Взять в услужение, принять на службу и т. п. Панклеи. Тавтапуç сана, хоçа, мана кӳртнĕшĕн (говорит работник. Сказка). Юрк. Чыканĕ, пĕр шухăшласа тăмасăрах: мана патшана кӳртсен (если бы меня сделали царем), эпĕ пĕр çĕр тенкĕ укçине вăрлăттăм та, тарăттăм, тесе кăларĕ, тет. || Вывести (в люди). Баран. 30. Хуçа Пракахвие каланă: хăвар ачана ман патма, эпĕ ăна тумлантарăп, вĕрентсе, çын çине кӳртĕп; кайран, май килсен хăй те хуçана тухĕ, тенĕ. || Принять. N. Атя школа, мана ӳччиттĕл кӳртес мар, тет. Изамб. Т. Хĕрпе кĕрӳ кӳртме пуçлаççĕ. || Зачитывать (в уплату). N. Ун тăхăр тенки çинчен тăватă тенкĕ кӳртетĕп. N. Çав укçана кӳртсе хăвартăм эп (или: тытса юлтăм). Я зачел эти деньги в счет долга. || Внести в уплату за... N. Сан икĕ тенкĕ укçана куланай çине ямарĕç. Çаран пачĕç те, эпĕ çаран илтĕм те, çанта кӳртрĕм. || Выигрывать (в игре). N. Эпĕ пилĕк мĕтеç кӳртрĕм. N. Эпир укçалла выляса (играя в орлянку) виç тенкĕ кӳртрĕмĕр.

кăлкан

(кы̆лган), ковыль перистый, stipa pennata L., Рак., Кайсар. № 20. Кăлкан. Çаранта ӳсет. Рак. Кăлкан —уяра хăпарат, йĕпене лăпчăнат. Хурамал. † Çӳлĕ тусем çинче тĕм-тĕм кăлкан, çил ăçталла вĕрнĕ, çавăнталла. Пазух. Эп пыраттăм урампала, пĕр хĕр тухрĕ тухьяпа: çӳçĕ-пуçĕ кăлкан пек, пичĕ-куçĕ хĕвел пек; шăмми-шакки илемлĕ, пĕвĕ-сийĕ хĕп-хĕрлĕ. СПВВ. ИА. † Виçĕ пăт тулă акрăм та, шак кăлкан пусса каяйчĕ; виçĕ ача амăшĕ пултăм та, пĕр пĕччен тăрса юлмалла пулайчĕ. Юрк., Кăлкан пек чăлт шурă старик. N. † Çӳлĕ ту çинче, ай, тĕм кăлкан, кĕмĕл уканăн, ай, курăнать. С. Дув. † Атăл леш аяаккине пӳрт лартрăм, шурă кăлканпала мăкларăм. Баран. 13. Çаран çинчи лăпкă çил шур кăлкана хумхатать. Алешк. † Пĕр çулхи хурăн çурта пек, тăлăх ача, çӳçĕ шурă кăлкан пек. Сунтангул. † Çӳлĕ ту çинче шур кăлкан, çил ăçта вĕрнĕ, çавăнта; ай-хăй, пуçăм, çамрăк пуç, турă ăçта çырнă, унталла. Каша. † Вăрăм, чăрăш тăрринче кăлкан кĕвви калаççĕ. Слеп. Ах, лашаçăм кăлкан пор (лаша ячĕ?).

кĕске

(к'ӧ̆ск'э, кэ̆скэ), короткий. N. Ури кĕске. У него коротки ноги. ЧП. Хусахсем кĕпер, ай, хываççĕ, хăмисем кĕскене килеççĕ (коротки). Тим. † Ай йыснаçăм, йыснаçăм! ăсу кĕске тиеççĕ, çын сăмахĕ кĕске пулинччĕ! Разг. С. Мих. 39. Кĕскерен вăрăм полас çок! Чего нет, того не наставишь! М. Тув. † Лаша лайăх, — çул кĕске, ача лайăх — çĕр кĕске. Янтик. Унăн ăсĕ кĕскерех. СТИК. Кĕске туналă çын (говорят про низкорослого человека, указывая на его короткие ноги). Н. Кунаш. || Кĕске кутлă тимĕрçĕ сиксе тимĕр çапать, тет. (Пуртă). Тайба-Т. † Вăрăмах та утă, кĕске çаран — çулассинчен ытла пухасси. М. Тув. † Кĕске çаран утине çулас терĕм виçĕ çул. || Якейк. † Çол кĕскешĕн килмерĕмĕр, хĕр кĕскешĕн (из-за недостатка невест) килтĕмĕр. || Альш. Унта хăва ӳсет, вĕтĕ кĕске вăрман пур. || Сред. Юм. Кĕске лав, мирские подводы (если ехать недалеко), Шорк. Кĕске лава каяс (или: кĕске çола каяс), идти помочиться (pisser). || N. Çавăнпа ĕнтĕ яппунсем, генералĕ-салтакĕ, эпир кĕске вĕреннĕ çынсем пулнăран, пире пысăк хурлăха хăварчĕç. || СПВВ. Кĕске тыткалаççĕ. Держат строго («вроде ежовых рукавиц»). || С афф. З л. — револьвер Сунт. Санăн леш, кĕски, пур вĕт. Ведь у тебя имеется револьвер.

кĕçен

(кэ̆з'эн'), ржать, хохотать. Пазух. Хура вăрман хыçĕнче хура лаша кĕçенет; кĕçенин-ха, кĕçентĕр чĕн йĕвенĕ алăра (у меня). Баран. 52. Çаран çинче тьыха янăратса кĕçенни илтĕнет. Кĕсри кĕçенмесĕр ăйри пымас. N. Мĕн кĕçенетĕн? Что ты ржĕшь? (т. е. хохочешь). Сред. Юм. Ăйăр кĕçенет. Жеребец ржет. || О др. живых существах. Ир. Сывл. 37. Хăй (тăри) кĕçенет, сасси килет — пĕлме çук хăй ăçтине. || В перен. см. Ыраш 13. Кансассăн тырри тăкăнса кайма пултарать. Сĕлли те кĕçенме пуçланă (зовет жнеца — пулса çитет) — шереписем шĕлтĕртетсе лараççĕ, урпи те пуçа утма (качаться) пуçлĕ.

тĕмешкеллĕ

кочковатый. СТИК. Пит тĕмешкеллĕ çаран тухрĕ мана.

тĕплĕм

густой. Сам. 57. Улăх тăрăх тĕплĕм çаран чечексемпе витĕнет.

чавка пуç

чавка пуçĕ, назв. растения, клевер (Trifolium). Рак. Кайсар. Чавка пуçĕ, хĕрли, çаран çинче ӳсет, дятлина красная (Trifolium pratensе). Чавка пуçĕ, шурри, белая кашка (Trifolium repens). Кĕвĕсем. Çерем çинче выляни — чавка пуçне таптани; эпир вăл хĕре ятлани — икĕ ачана мухтани.

Чалма пуç

назв. луга (çаран). Тури-Карапаш.

чар

остановить, задержать. А.-п. й. 85. „Чар, Иван, салтаксене, нимĕскер те тумастпăр сана“. Анчах Иван салтаксене юриех чармарĕ, тет. Ib. 71. Хай хуçа кашкăр тĕлне çитет те, ямшăкне лашисене чарма хушать. Ib. 19. Никам килесрен те хăрамасть пăшаллă этем, çавăнпа та йыттине нихăçан та вĕрме чармасть. Собр. Тухнă чухне кинин (у молодушки) урине виçĕ хутчен тытса чараççĕ. Регули 85. Эп паян каясса вăл кисе чарчĕ. N. Ку упа тусăн ĕçне пĕрене кăна чарса тăрать. Юрк. Чăвашĕ те хăне çапла чыкан арăмĕ аркинчен тытса чарнине курсан: сана мĕн кирлĕ, тесе чăвашла ыйтса пĕлет. Кĕвĕсем. Çĕр сумлăх хĕр илсессĕн, тытса чарма вăйăр çук. И. Тукт. Лаша аяккалла сиксе ӳкрĕ, анчах старик ăна çавăнтах тилхепинчен туртса чарчĕ. || Ставить (лошадей). Альш. Унта ытти тырă тиесе пынă çынсемпе пĕр тĕлелле чараççĕ лашисене. Изамб. Т. Лашине анин аял пуçне чарчĕçĕ. Поставили лошадь на нижнем конце загона. || Мешать. Букв. Чĕмпĕре çитсен анса çуртсене пăхса пыма чарĕ тесе, эпĕ çыхтармарăм. Юрк. Чĕмпĕре куçнăранпа нимĕн япала çырман халĕ, те масар тытăнаймастăп, паллă килте ача-пăчасем те чараççĕ. N. Сире укçа чарать-им? N. Мана çыру çырас тĕлĕшĕнчен чарас япала та пулман. Кн. для чт. 31. Карташĕнчи курăк çинче япала кустарсан та чараканĕ çук. Кама 8. Пирĕн чĕлхе çук-им? Ма чаран калаçма. || Унимать. Юрк. Кĕсем çапла çапăçнине тепĕр çын курсан, вĕсем патне чупса пырса тытăнать вĕсене чарма: пĕрне те, тепĕрне те çапма ирĕк памаст. ГФФ. † Качаки тохрĕ чармашкĕн. А коза ее (собаку) унимает. || Запрещать, воспрещать. N. Апла пулсан та, лашасене кантарарах тытма шухăшламаççĕ. Кирлĕ-кирлĕ мар ĕçсемшĕнех ăçта килчĕ унта хăвалаççĕ. Кун пирки Андроновпа сăмах хускатсан вăл тӳрех: „Эпĕ чараймастăп!..“ — тесе ответлет. N. Çын чĕлхине чарас çок. Ст. Шаймурз. Çав вăрмана каснăшăн никама та чармастчĕç. N. Курăк-çаран чарса (когда запретили пускать скот на луга) икĕ эрнерен килсе пăхнă чухне питĕ лайăх, тикĕс, çăра ӳсетчĕ. Эльбарус. Ун чохне çарансене чарман, анчах чарасси патне çитсе пынăччĕ. N. Эрехрен, сăраран чарса та чарăнмастпăр. || Прекратить. Ой-к. Ман пата пĕр вилнĕ çын килет те, çавна темле чарас килессе, тенĕ. || Отказать. Букв. 1904. Вăл хăйĕнчен япала ыйтакана пĕртте чарман, çук çынсене пит пулăшнă. || Защищать. О сохр. здор. Тата вĕсем (деревья) вут-кăвартан та пăртак чараççĕ. Ib. Сивĕпе пăсăлас мар тесен, çуркунне çăпата та тăхăнас пулмасть, вăл нихçан та шыва чараймасть.

чикенек

назв. растения. Рак. Кайсар. № 15. Чикенек çаран çинче те, хирте те усет. Чикен чиксен, çак курăка алла тытса курăкĕпе чикен чикнĕ çĕре пусса, саккăрлă-тăххăрлă сунă, çак сăмахсене каланă... (См. чикен курăкĕ).

чикĕ

граница, рубеж, черта, межа, край. N. Патшалăх чикки, граница государства. УМ. Пăхаттăмăр тек чикĕ урлă, кураттăмăр урăх тĕнче... КС. Эс мĕшĕн чикĕрен тухса çулатăн (заходишь за границы). Орау. Кучикле выляма малтан çырса тăват кĕтеслĕ чикĕ тăваççĕ. Шибач. Тотар хоçа калать Пикманана: эс, тет, лашасам тăвар, эп, тет, çаран чикки шырама каям. Эпир çур. çĕршыв 22. Пирĕн таврари хĕрĕх ял пĕр вулăс чиккинче тăраççĕ. ТХКА З1. Эпĕ ĕлĕк салтака та кайса килнĕ, чикĕ хĕрринче слушит тунă. Ивник. Анчах пĕр тăшман та ан каç чикĕ урлă,— пограничник ялан вахтăра. Турхан. † Совет Союс чиккине сыхла, савни, ытларах! || Граница между полями двух обществ. Изамб. Т. Пирте чикĕсем пилĕк çухрăмран ытла мар. || Предел. || СПВВ. Чикки çавăнта, путмарĕ çавăнта (пĕр-пĕр япала ялан пĕр çĕре пырсассăн). || N. Пĕре панă сăмаха тума тăрсан чикки çук.

хĕрлĕн-хĕрлĕн

в красном виде. Баран. 6. Симĕс çаран аякранах хĕрлĕн-хĕрлĕн курăнать (осенью). N. Хĕрлĕн-хĕрлĕн пĕлт (= пĕлĕт) хăпарать, мал енелле сулăнать.

Хĕрлĕ пуç çаран

назв. луга около дер. Айдаровой (Октябрьск. р.). N. Ву çарана ĕлĕк пĕрмай пĕр хĕрлĕ çӳçлĕ çынна тара парса пурăннă, çавăнпа Хĕрлĕ пуç çаран тенĕ.

хĕрри

край. См. хĕр, хĕрĕ. N. Сĕтел хĕрри, край стола. НР. Шор хĕррипа отмашкăн... Чтобы ходить по краю болотца... Хурамал. Аслă çулсем хĕрри çырлаллă, çиессӳ килсен татса çи. По краям большой дороги много ягод, если захочешь поесть их, то сорви и ешь. Ib. Аслă çул хĕрринче сар пушăтлăх, çул çыннисем пĕлĕç хисепне. На краю большой дороги — желтые молодые липы, идущие будут знать им счет. N. Çаран хĕрринче çĕр-çырли, пĕр çупкамĕ пĕр ывăç. Ачач. 59. Ашшĕ пĕр-хĕрринче хар-р-р! хар-р-р! харлаттарса çывăрать. Ib. 50. Тимуш чей чашкине, хĕррисенчен ик алăпа та пит асăрхаса тытса, тути патнелле илсе пычĕ. N. Çак Тип-касăн хĕрринерех пĕр пĕчĕк латакайрах, вăтам пӳрт пур. А.-п. й. 31. Çул хĕрринче пĕр армак-чармак йăвăç ларнă. N. Ку хĕрринчи, тот, который (сидит, стонт) с этого края. N. Уй-хирсем тăрăх сасăллă суха: „Хĕррине те ну, ну! “ — илтĕнет пĕрмай. Янгорч. Суха тунă чух лашана: хĕррипе! тесе кăçкăрса пыраççĕ. Янтик. Ушкăн кăна ушкăн тупăлха, чăн хĕррипе эпир касрамăр. Ст. Шаймурз. Аслă çул хĕррисем пылчăклă. Альш. Кайăк юпа тăррине пырса ларат, юпа хĕррине лараймас вăл. || Опушка (леса). Оп. ис. ч. Н. Вăрман хĕррине çитсен, çынни: вăсси! вăсси! — тесе кăшкăрса ячĕ, тет. Когда они подошли к опушке леса, человек закричал: „Взы! взы“! || Берег. Бес. чув. З. Тутар ачисем çав çырман çӳлĕ хĕрринче, хăшĕ çара уран, хăшĕ çăпата сырса, хăшĕ кĕпепе кăна кăшкăрса, выляса, чупса çӳренĕ. ГФФ. Тем чол шыв хĕррипе отсан та, эпир шыва каяс çок. Сколько бы по бережку не ходили, в воду мы не упадем. Истор. Хĕвелтухăç йĕнчи çĕрсене Атăл хĕрри таранчченех туртса илнĕ. ЧП. Шурă Атăл хĕрри. Ст. Шаймурз. Тинĕс çинче пит вăйлă çил тухат, вара пичĕкене çыран хĕррине илсе юхтарса тухат. Орау. Шыв хĕррипе карĕ (если берег обрывистый, то: çыран хĕррипе карĕ), пошел вдоль берега. N. Хĕррисем (у реки Булы) кăш тĕлте тарăн, кăш тĕлте сăрт. || Употребляется в качестве послелога. А.-п. й. 16. Пĕр вар хĕрринчен куна хирĕç тем пысăкĕш кăвак кашкăр сиксе тухрĕ. N. Картасем хĕрринче (под заборами) выртса çӳрекенскер. || N. Каç пулсан, вăрçă хĕррине ĕçлеме каяттăмч.

шу

вода. N. Шу = шыв. Шорк. Шу или шăвă („ă“ лабиал.), шуна, шунта; шуйĕ или шăвĕ; шуйĕн, шăвĕн; шуне, шуйĕнче, шăвĕнче, шунче; шуйĕпе, шĕвĕпе, шупе. Панклеи. Шу пор-и, кинеми, ман шу ĕçес килет. В. Олг. Шу патне кайса кил-ха, Михали, шу çок. Н. Роман. Канав тăрăх шу йохать. По канавке вода бежит. ГФФ. Вăльтăр та вăльтăр ус çулчи ылтăн шу çине, ай, ӳкес çок. Трепешущий листок осины не упадет на золотую воду. Регули. 1316. Шувăн торат çок. Ib. 100. Вăл хăрат вăлсам онта шушне (= шу ăшне) ӳкесрен. Ib. 800. Шу çĕклени лайăх мар конта. Ib. 607. Шува кĕмелли вырăна топимарăм. Ib. 608. Вырăн шува кĕмелли топимарăм. Ib. 656. Салтаксам порте шува кĕчĕç. Ib. 427. Шу толса çитрĕ, орăх толмасть. 1105. Эп шупа (типĕпе) килтĕм. Ib. 1487. Шупа та, типĕпе те килĕç. Ib. 1123. Шу айăн (айпе) тохрĕ. N. Он хыçĕнчен кайсан шăва та каяс полĕ. Якейк. Вăл варти çаран кăçал шăва кайнă (= йĕпе парши утă çитĕниман). Сятра: Тăр кăнтарла шоа кĕрнĕ чоня пĕр çăмартапа ик самла татăкки пăрахаччă, шу осалĕ çына шоа тортса кĕртесрен. Когда купаются в полдень, то бросают в воду яйцо и два кусочка салмы, чтобы злой дух воды не утащил в воду. Ib. Çĕнĕ çыня (говорит мышь): „аппин сан шăтăка шу кĕрме хошап“, тет. Вопр. Смолен. Çăмăр шăва хирĕç килсен, час чаранмасть. СЧУШ. Тĕлĕкре шу курсан, йĕпе пулать. Якейк. Кирек ăсти шу патне те хăраса чиркĕве кайнă пак каяççĕ. Çăлкуç панче хытă калаçмаççĕ, колмаççĕ: шу тытать. N. Шу пак калаçать. N. Пура çине шу каймасть-и (не протекает-ли)? || Сок ягоды. Торп-к. Çырла шупе пит çăваççĕ. || Река. Янорс. Унтан кайсан-кайсан, эпĕр пĕр вăрман витĕр тохрăмăр, унтан тата ик шу орлă каçрăмăр. ЙФН. Çитĕнессине çитĕнтĕмĕр, мăн шу çинчи хомăш пак. Регули. 838. Шу тăрăх тăвалла виçĕ кон каяççĕ. Ib. 1121. Шу айĕ чоллă. || Брань. Пшкрт: Шуран токса кисе тен, только мыраку çок!

шăпа

жребий, судьба. Сред. Юм. Шăпа яр, бросать жребнй. N. Шăпа сиктер, бросать жребкй. Изамб. Т. Валеçнĕ чухне (луга) шăпа сиктерсе çӳресси пит аван. Кан. Кашни ана çинче шăпа ярса пыраççĕ. Сред. Юм. Шăпа ани — шăпа ярса тохнă ана. Баран. 173. Çамрăк ачасемпе çамрăк хĕрсем, шăпа ярăр. Юрк. Çак ялта пĕр маттур хĕр, пур ачасем ячĕç шăпана. Орау. Шăпине патак тăрăх алă тытса тухса яраççĕ. Сред. Юм. Ертелпе япала кăшне (= хăшне) тохать тесе, патакпа шăпа тытаççĕ. N. Шăпа тытаççĕ, тет, кама малтан кайма тивет. N. Ывăлĕсем шăпа тытаççĕ. Альш. Шăпа тытаççĕ, тет те, аслă ывăлне тухат, тет, сыхлама. N. Манăн шăпам чи лайăх çĕре тухрĕ, манăм çĕрĕм пит кăмăллă. N. Стражниксене е вырăнти çынсене вĕлерме тытăнсан, эпĕ вулăсран хресченсене илĕп те, шăпа тăрăх пăшал пертерсе вĕлерттерĕп, тет. N. Шăпа кантри. N. Манăн шăпа кая юлчĕ. N. Эпĕ тăрап кивĕ шăпапа. Тобурд. Эсĕ кив шăпана юлнă çын. Ты оставленная на старый жребий. (Так говорили про девушку, которую раз украли, но отец не дал, и она, таким образом, всталась старой девой). Изамб. Т. Пирĕн камсемпе шăпа? Кукша Йăкăнатсемпе. Ху каларăн çавсемпе пулма. (8 душ, которые получили общую часть лугов). || Çĕнтерчĕ 38. А-а-а! лекрĕ! Шапи тулчĕ. Чăв. юм. 1919, 23. Çав чух-ха ăна. Хăй чиперрипе тек çиçсе çӳретчĕ, пĕтрĕ ĕнтĕ! Шăпи тулчĕ. Янтик. Кĕске çаран утине кăçал çулас теменччĕ, шăпи тухрĕ — мĕн тăвас. || Счет. || Бирка. СТИК. Тир тума парсан, е улача пĕветме çаптаркка çаптарма парсан, шăпа туса парса хăвараççĕ. Золотн. Шăпа, жребий, доля, участь, участок.

шăри-шари

подр. крикам (плачу, шуму) многих лиц, раздающимся одновременно, шум-гам. См. МКП З2. СТИК. Ку пӳрте кĕрсен вара чун канас çук, ачи-пăчисем шăри-шари тăваççĕ (зевают, кричат, плачут, дерутся). Сред. Юм. Ачисĕм пĕтĕмпе шăри-шари çиç çохраç. Ib. Пĕчик ачасĕм пĕр-пĕринпе вăрçнă чохне шăри-шари çôхраççĕ. ТХКА 126. Шăри-шари вĕт шакăр калăм çĕрĕ чиркĕве унтан-кунтан пыраççĕ. Букв. 1900. Хăйсем çапах пĕр-пĕринчен тăрăхлакаласа кулса, вут йĕри-тавра чупкаласа çӳреççĕ. Шăри-шари, лăй-лай тăваççĕ: пĕтĕм çаран çĕр çĕмĕрĕлет, калăн темĕн пулнă, тесе. Курм. Çав каç çурçĕр тĕлĕнче тем шăри-шари илтĕне пуçларĕ. Букв. 1900. Çапла шухăшласа выртнă çĕрте кăшт ыйха кайнăччă, — сасартăк хаяррăн шăри-шари кăшкăраша пуçларĕç урамра. Ск. и пред. чув. 96. Шăри-шари çын шавлать, урам тăрăх чупкалать. Шел. 15. Акă Пӳлер хулинче шăри-шари хусканать. Ib. 93. Шăри-шари пĕтиччен ниçта тухса ан çӳрĕр. Шел. П. 28. Пасар кунсем пулсассăн, пушшех нумай çырмалли: шăри-шари çухăрни, чĕресене çурмалли. N. Шăри те шари кăçкăрашаççĕ (ребята). ЧС. Урамра çынсем ăçта килчĕ унта шăри те шари, пушар! пушар! тесе кăшкăраççĕ. См. лăри-лари.

нумай

, номай, нуммай, много, в большом количестве. О сохр. здор. Тата урăх тĕрлĕ те нумай сивĕрен пăсăлма пулăть. Т. Григорьева. Нумай пĕтет, сахал çитет, теççĕ. (Послов.). Ib. Нумая шыраса сахалсăр юлать, теççĕ. Якейк. Нумай пĕл те, сахал калаç. Б. IЗ. Нумай пĕтĕ, сахал çитĕ, пĕрле пурăннине мĕн çитĕ? N. Сахал пулсан та, нумай туса ил. Регули 867. Номай çын кайрĕ, вилчĕ; çынсам кайрĕç, вилчĕç. Ib. 868. Онта номай çын сана полăшмалли. Ib. 417. Кăçал кайăк номай поль. Ib. 229. Эп ĕçлекене номай корса, кон пак ĕçленине (ĕçлекене) корман. Ib. 216. Ман паян ĕçлекен номай. Альш. Вăл хĕрлĕ йĕмре те çавăн пекех пуринчен ытла хĕрлĕ нумай. Хĕрлĕ çине е кăвак, е шурă, е сарă кӳртнĕ. Вишн. 71. Нумай çĕрте çырмасене е арманшăн, е шыв кӳлентерсе тăратасшăн пĕве-пĕве хураççĕ. Ib. 61. Выльăхсене çуреме сирĕн çаран пулсан, анăрсене çаран тăвăр. Апла пулсан, сире наклат пулас çук, усси нумайрах пулĕ. N. Выльăх нумайтан мар ку япала, пирĕн çарансем питĕ начарланса кайрĕç. Альш. † Нумайран мар çак кунсенче хĕрсемпелен вылярăмăр. Нюш-к. Чăвашсем кулакан çынтан: нумаях пулас çук унтан, теççĕ. С.-Устье. Нумай та пулмарĕ, тет, пĕр ывăл фунарпа хĕç илсе çав салтаксене вĕлерме пычĕ, тет. N. Нуммай та хăвармарĕç. Совсем мало оставили. ЧП. † Арчи-арчи панулми, хĕрлинчен шурри пит нуммай. Орау. Тăрничакки (назв. какого-то предмета в игре) нуммай вĕçлĕ енĕпе (пуçĕпе) тăрăнсан, тăрăннă вĕçĕ миçе вĕçлĕ, çеккĕлне çавăн чухлĕ турата шутласа хапартса лартаççĕ. || Намного, много раз. Регули 1379. Вăл мантан номай ăста (мантан итларах ăста). N. Вăл Байкал кӳллинчен нумай хĕвел тухăçĕ енче. Висĕ пус. ЗО. Вĕсен тымарĕсем, çĕре ытти тырă-пулăсен тымарĕсенчен нумай тарăнтарах кĕрсе кайса, унтан хăйсене валли нӳр илсе тăраççĕ. N. Кун пек туйсенĕн ăрасхучĕ пĕр çирĕм пилĕк тенкĕрен нумай ытлах пулмасть. Баран. 12. Манăн умра нумай çӳлте, Днепр шывĕ тĕлĕнче, авалхи хула Киев тăрать. Альш. Ют ялтан хĕр-сăри каçпа, нумай çĕрле, тин тавăрăнат. || N. Аллă нумай-и, çирĕм нумай-и? Что больше: 50 нли 20? || Самое большее. Хорачка. Вăл отмăл конта полат, çарнат тырă ене, нумай ларат отмăл олттă сутка, вураччă, çапаччă. О сохр. здор. Ăна (шкуру) сутса эпир нумай укçаллă пулас çук, пит нумай пĕр виçе тенкĕ илĕпĕр. || Долго. N. Нумай ан çӳре. Долго не ходи. N. Эп пырсан (килсен), нумай та тăмарĕç, вăсем те персе çитрĕç. Ала 15°. Нумай та пурăнман çамăрк хуçа, киле хăш кун киле çитмелли çыру янă, тет. N. Ыранах кантура кайса çыртар (заяви жалобу). Нумая ан яр (не откладывай). Никит. Матки килеймерĕ-ха, темме нумая юлнă. Изамб. Т. Нумай выртап-и? сахал выртап-и, пирĕн йытă вĕре пуçларĕ. Альш. Акă кайрĕç, тет, салтаксем хăвалама. Акă нумай пыраççи, сахал пыраççи, хай салтаксем çитеççĕ, тет. Регули 1236. Вăл онта номай порнать. Вăл килни номай полать. Ib. 1238. Номай полмаçть вăл контачĕ. Ib. 848. Ман паян номая пырас çок. Ib. 807. Номай полать эп она çĕклесе çӳрени. Букв. 1904. Нумай пулчĕ-и, сахал пулчĕ-и, юлташсем мана кăшкăра пуçларĕç. N. Нумай тăмаст, бывает непродолжительно. Якейк. Çомăр нумая каþ. Ib. Ма нумай тăрать. Как долго (тянется). Кан. Вăхăт çитсен каласа парĕç, нумая кĕтнĕ, сахала кĕтĕпĕр. Ib. Эсĕ вăхăт нумая кайиччен Кĕркурирен укçуна илме тăрăш. ППТ. Тепĕр касса кайсан, вара нумаях çӳреймеççĕ. Нумай кĕрсен, пĕр-ик-виç килле кĕреççĕ. Юрк. Нуммай та çапла çывăрса выртмаççĕ, хай сӳннĕ, тесе, пĕлнĕ. Юман кăмпийĕ çĕнĕрен амаланса кайса çуна пуçлат.

пай

часть. БАБ. Виç пайĕнчен пĕр пайне çиме пар, икĕ пайне сутма пар (о хлебе. Моленье ӳчӳк). Çĕн-Кипек. Ал татмалла вылянă чухне, пурте, кам выляс тиекен, икĕ пай çине (на 2 части) уйăрса тăраççĕ. N. Ко (= ку) ним тума пĕлмерĕ, тет. Йăпăр-япăр кăсинчен çĕçĕ кăларчĕ, тет те, лашана пай туса утса ячĕ, тет, сапор орлă, хăй ухса выртрĕ, тет, лупас тӳпине. || Доля. СТИК. Ку, сан пай-и манăн-и? Эта твоя доля или моя! Альш. Ку таврари пур пулăлă кӳлĕсене, унтан тата Сӳнтĕкрен пуçласа Пушча çитиччен Сĕвене, Этремене те, çав Сатик (имя татарина) кайса илет те хыснаран, унтан вара Элшелсем, Мертлĕсем пулăçăсем пĕр аллă-утмăлшар тенкĕлĕх пай кĕреççе. Хакне кӳллине кура кĕреççĕ-тĕр. Кусем вара хăйсем тата атмапа мĕнпе тытма кĕрес тиекенсене пĕр-икĕ тенкĕлĕх пай кӳртеççĕ. П.-Пинер. Ху пайна пăрахса, çын пайĕ хыççăн ан чуп. (Послов.). Юрк. Ашшĕпе амăшĕ вилсен, çак вилнĕ çын тенĕ çын, хăйĕн пиччĕшĕсем патне вырăсла çыру çырса ярса, ашшĕпе амашĕнчен юлнă япаласенчен хăне валли пай уйăрса пама ыйтат. Ib. Хăрпа пĕрле юнашар тăрса ни суха сухаламаст, ни утă çулмаст, ни авăн çапмаст, нимĕн тумаст, мĕшĕн ăна, вилнĕ çынна, кăлăхах пай парас. N. Пĕр юман икĕ пая тухрĕ. Манит çурă ун пайне тӳлерĕмĕр. N. Ку хута икĕ пай тӳлесе илмеле пулсан та, ан çилен || Порция (напр., мяса и пр.). СПВВ. ТА. Пай = аш. N. Атя, çак пăлана çурмаран уйăрар, вара, эпĕ малтан хам пая çисе пĕтерсессĕн, эпĕ сана çийĕп, эпĕ малтан пĕтерсессĕн, эпĕ сана çийĕп(?). || Мера земли Шибач. Пĕр пай пусăк ана (целая десятина). N. Пай, цлощадь земли = 10×100 и 10×120 саж. Питушк. Пай, часть лугов (çаран). N. Ху ятпайна вахăтлă кăтартмарĕç.

пайккал

ямина на лугах, заливаемая в половодье водою (по р. Суре около Ядрина и Курмыша, у русских известно под названнем «бакал», «бакалы»). Б. Кумаркино. Пайккал — çаран çинчи лопашкари шу. Çорхи шу сарăлса айлăмсене шу кĕрет; шу чаксан, онта шу тăрса йолать, çав шу пайккал тăвать. Сăр тăрăх çарансам çинче пайккал нумай полать.

Паруççи

назв. луга (çаран). Тури-Карапаш.

Парка

(парга), назв. луга (çаран). Тури-Карапаш.

пат

(пат), подр. глухому звуку, получающемуся при ударе, напр., в барабан. Орау. Вăсем туйра урнă пек хăтланаççĕ. Шăппăри темскер пек мĕкĕрет, сасси пĕр ана тăршшинчен ытла каймасть. Хăйсем юрлаççĕ, сикеççĕ, юрланă майпе, сикнĕ майпе параппанне пат! пат! тутараççĕ. Кильд. † Пат, пат параппан, параппан кантри татăлчĕ. Сред. Юм. Мана ахаль, ĕрескел çыннах (невинного, непричастного), пычĕ те, пат! та пат! пат! та пат! тутарса çапа пуçларĕ ôлă. Толст. Тилле пуçĕнчен пат! тутарчĕ (цепом). П. И. Орл. Чышкăпа пат! чышса илеççĕ. Сред. Юм. Пĕр нăрă нĕрр! туса манран иртсе кайрĕ те, пӳрт пĕрени çомне пат! пырса перĕнчĕ (ударился). || Подр. звуку, получающемуся от вылетания пробки при раскупоривании бутылки. Сред. Юм. Эрех кĕленчине лăкаççĕ те, ал çине лат! лартаç те, пăрапкă пат! сиксе тохать. || Подр. звуку при разрыве или лопании. Сред. Юм. Кĕпçе татнă чохне пат! туса таллать (= татăлать). Ib. Хот копăс кĕрĕкне (меха) патакпа тĕртрĕм те, пат! шăтайчĕ. Якейк. Çăпата кантăри пат татăлса карĕ. Кайсар. Хытă туртнă майпа пат татăлса анчĕ. || Подр. звуку падающего предмета. Ядр. Матяккине учаха ятăм, шат! терĕ, пат! терĕ, Патăр ялне (вероятно: пад'ы̆рjал'не) кĕрех карĕ. || Подр. звуку падающих крупных и тяжелых капель. АПП. † Пат! пат! тумла тумлат-ĕçке. Альш. Çурам çинчен пат-пат! тар юхать. || Подр. звуку при срывании. БАБ. Автанĕ пан улми пахчине кайнă, унта пĕр улмине пат! татса илнĕ те, йăтса килсе çак кĕреке умĕнчи сăра ăшне янă. || Подр. отрывистости в речи. К.-Кушки. Пат татса калаçаççĕ. Говорят отрывисто, напр., употребляя выражения, подобные: çаран чарнă, вм. çаран çине выльăх яма чарнă. N. Пат татса, решительно. ТХКА 123. Калăр халĕ пат татса. N. Иванах çиеле тухма хăтланат, сăмахĕсене пат татса калать, унтан пăрăнса хăтăлма та йывăр. Тăв. 69. Итлесен, итлесен, кăмака хыçне хĕсĕннĕ чухăн Иван та чăтаймарĕ, калаçма юратманскер, пат сăмахпа печĕ. || Подр. неожиданному прекращению дейçтвия. N. Çав тупă пульк[к]и (снаряд) саланса каять те, 4 вершук йăв[ă]çа пат татса пăрахать (сразу перешибает). N. Пат пырса перĕ-некен япала. N. Пĕр мулкач ман умма патах тухса ларчĕ (как раз; выражается некоторая неожиданность). КС. Юр кайнă çул çине тухсан, лаша пат чарăнчĕ (вдруг). Якейк. Калаççĕрç, калаççĕрç те, пат чарăнса ларчĕç (вдруг перестали). (Ларчĕç — даже если говорили лежа или стоя, здесь пат не звук). Ib. Телефон тăрăх лайăхах калаçаттăмăрч, пат чарăнса ларч. Ib. Туйра сиккĕрç, сиккĕрç те, пат! чарăнчĕç (перестали). N. Пат чарнать, перестает работать (телефон). || Прямо. || Совершенно. Букв. 1904. Вăл хир варринче çара çĕрте пат пĕчченех ларнă чух, юмахсенчи паттăр пек, катаран курăнса тăрать. N. Эсĕ пĕчченех тĕттĕмре, куç уçăлман кушак çури пек, тĕпсĕр ханкăрта, пат пĕччен, пĕр сăмахсăр пурăнатăн. N. Пат пĕччен пурăнма аван мар. ЧП. Пат шурă (совершенно белое) мĕн хуррăн какайĕ.

ача полкки

(п̚олкки), turba puerorum, толпа ребятищек (= ача ушкăнĕ). Якейк. Паян çаран çинче пĕр ача полкки конĕпех выляса çӳрерĕ. Сегодня на лугах весь день играла целая гурьба детей.

пуççăр

то же, что пуçсăр, страдающий головной болью. КС. Вăл такçантанпах пуççăр аптраса пурăнать (головная боль). || Отчаянный, озорной. Сред. Юм. Ах тôр, ăсĕн ачисĕм пит пуççăр, такам пахчине те çĕмĕрсе кĕрĕç. СПВВ. X. Пуççăр çын = пуçтах, отчаянный человек. КС. Унăн ывăлĕсем ытла пуççăр (головорезы). Чебокс. Манăн пĕр пит пуççăр юлташ пурччĕ. Альш. Пуççăр вăрă, отчаянный вор. К.-Кушки. Пуççăр — «сорви-голова». ||Употребляется в качестве послелога — без. Шибач. Ну, тет, Йăван, тет, эп, тет, сана çитĕнтертĕм, çан чол çола çитрĕм, тет, мансăр поççăрах илме (çаран) полтаратăн, тет.

Пăла

(пы̆ла), назв. речки, Була, в Чув. респ. Янших. Б. Изамб. Т. Мĕшĕн çынсем Пăла хĕрне чупаççĕ? Ib. Пирĕн ялăн Пăлан тепĕр аяккинче вунă теçеттинене яхăн çаран пур. Ib Эпĕ калани кӳлĕ пулсан тулĕччĕ, ахăр Пăла (Була) пулса юхат пуль (т. е. ты не слушаешь увещаний). Альш. † Кайрăм Пăла тăршшĕне, кĕтĕм вăрман ăшшине. Пазух. Вăрман хĕрри, ай, пĕрлĕхен, Пăла хĕрри хурлăхан. Байглыч. Пăлари шыв майпе хумханса тăратчĕ. Ib. Купăста сапма Пăла хĕрринчи пахчана ячĕ.

пăс

(пы̆с, пŏс), портить, испортить. N. Пăсасси çăмăл та, тăвасси хĕн, теççĕ. (Послов.). || Производить порчу, вредить колдовством или знахарством. КС. Çын пăснă (порча колдовством, вносящая разлад между мужем и женою). Изванк. Пăсассине вăсем ним япаласăрах, кирек ăçта пулсан та, пăсатчĕç. Хăш чух çын сисесрен, чĕлĕм туртнă чухне пăсаççĕ. Чĕлĕм туртнă чухне çын сисмеçт, ахал сурса тăрсан, çын сисет. Çавăнпа чĕлĕм туртнă чух нумайăшĕ пăсаççĕ. Çав пăсмалли чĕлхесем ак çапла пуçланса каяççĕ: çитмĕл те çичĕ çул уйра хăрса выртнă армутисенчен хăçан чечексем тухчăр та, тин вăл çын этем ывăлĕ-хĕрне ертĕр. Турăран этем ывăле-хĕрĕ чĕлхи вирлĕ, тьфу. Çитмĕл те çич çул çитĕнсе хăрса кайнă шур хурăнтан хăçан та хăçан чечек тухтăр та, вăл çын тин этем ывăлĕ-хĕрне ертĕр. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ чĕлхи вирлĕ, тьфу! Çитмĕл те çич çул пĕлт çинче çитĕннĕ пысăк чăрăш. Çав чăрăш хăçан та хăçан тинĕс тĕпне кайса ӳксе тепĕр хут çĕнĕрен чечек кăлартăр та, тин вăл çын этем ывăлĕ-хĕрне ертĕр. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ чĕлхи вирлĕ, тьфу! || Рушить (кушанье). N. Çырлах турра, тырă пуç паратпăр, çак хуран тулли пăтă пек, пăсман хур пек, килес çула çитмелле пултăр. N. Унтан хăти, туй пуçлăхĕ, хура пăснă çĕре пырать. Сиктер. Тепĕр чашкăпа хур пăсмасăрах чылай халлĕнех (в цельном виде) тула илсе тухса сĕтел çине лартаççĕ. Туй. Çак хура çак туйшăн пăсса вакла. [Пăсас значит испортить, потом разбить цельный предмет. Пăсса вакла — гусь до этого был цел, теперь вот его нужно разбить на части]. || Сломать (строение). N. Çурт пăс. || Разбирать. Хурамал. Сурат пăсса урапа çине тиясан, урапа перекетне пар. Собр. Авăн пăсăпăр, турă, авăн перекетне пар. || Расстраивать. Изамб. Т. Усем те пăсмасан (не расстроят дела), ывăлĕ те кăмăлласан... || Отменить. С.-Устье. Каланă сăмаха пăсас мар, тет. Изамб. Т. Микуç, Ерми, тата ыттисем те, начар çаран тухнă та: пăсас, çĕнĕрен валеçес, теççĕ. || Расстроить скрипку. К.-Кушки. Якейк. Ман ĕнтернĕ скрипка такам пăснă. || Переделать. Юрк. Вырăсла сăмах паллисене пăсса урăхла тунă, тет. Скотолеч. 22. Таканлани тĕрĕс мар пулсан, пăсса таканлаттарас пулать. Орау. Хăй кĕрĕкне пăсса мана кĕрĕк туса парасшăнччĕ. || Раскрыть, распечатать. N. Эсĕ пире хĕрхенмерĕн, çын хыççăн кайса, эсĕ киле ямарăн, хуралта пăсса вуланă хутпа яла култартăн. || Перепахать. Янтик. Ну, кăçал пăсса акмалли нумай. IЬ. Кăçал пăсса акни пит нумай (много перепашек). Якейк. Ана пăсса акрăмăр (когда хлеб не взошел, перепахали и посеяли другой хлеб). || Мешать, стать лишним. Якейк. Паян кĕрĕк тăхăнсан та пăсас çок (не мешает и шубу надеть). || Разорять. Сятра. Тата кайăк юйи (= йăви) пăсап, çăмартисене ĕçеп (гов. лиса). || Распустить дурную славу. ГТТ. Ял илемне ан яр, ял ятне ан пăс. N. Çитменнине манăн ята та пăсасшăн канаш турĕç. || Лишить невинности.

Пренник

назв. луга (çаран). Тури-Карапаш.

прик

то же, что пĕр-ик. Якейк. † Кĕске çаран утине çолимарăм прик кон; ати-апи вăй çинче çӳримарăм прик çол.

рет

ряд, порядок. Магн. М. 91. См. ĕрет. Альш. Акă патша хĕрне речĕ-речĕпе исе çӳреççĕ, тет, анчах вăл пĕрне те юратман, тет. IЬ. Ку речĕ-речĕпе кала-кала панă. Он рассказал все по-порядку. Изамб. Т. Çаран валеçме пуçласан пухăва ретрен чĕнсе çӳремеççĕ. IЬ. Çав сулахай енче çуртсен хыçĕнче тата тепĕр рет (другой порядок изб). N. Выртни-çывăрни речĕ çук? N. Кунта тырă питĕ лайăх, кунта лайăх пуçтарма рет çук. || Строчка. Юрк. || Прием, срок. Н. Седяк. Вилнĕ çынна чăвашсем çулталăкра виç-тăват рет асăнаççĕ. N. Çултавлăк хакĕ 130 тенкĕ, хĕл каçа икĕ рет тӳлемелле: вĕренме пуçласан 65 т., çĕнĕ çулта 65 т.

Авнюк çаранĕ

(scr. Авнӳк çаран, quod equidem Авнук саран. leg. puto), nom. prati cuiusdam prope vicum Акчура siti. Название лугов, находящихся около дер. Айдаровой, Воскр. вол. Чеб. у.

ампăс-тĕмпĕс

(амбы̆с-т’ӧ̆мбӧ̆с), i. q. путăк-шăтăк, confragosus, salebrosus, cavernosus, inaequalis, неровный, бугристый (о местности). Нюш-к. Ампăс-тĕмпĕс. Пирĕн ампăс-тĕмпĕс çаран çинче утă сахал тухрĕ. На наших неровных лугах сена собрано мало. || Substanivi modo. Также употребл. и в смысле существительного. Нюш-к. Çĕрĕ те путлĕ мар та, ампăс-тĕмпĕс анчах та, кĕлте тухмарĕ. И земля то плохая, — ни туда, ни сюда, одни буераг(к)и; поэтому и снопов собрала мало. Ib. Ана çинче ампăс-тĕмпĕс. На загоне буераг(к)и.

ана-çаран

(ана-с̚’аран), arva et prata, поля и луга. Можар. Ĕнер вăл хăйĕн ани-çарăнĕсене пăхса çӳресе пит ывăнса тавăрăннă. Вчера он ходил осматривать свои пашни и покосы, и вернулся очень усталым. Н. Карм. Ман ывăл-хĕр нумай, мана ана-çаран нумай кирлĕ. У меня много детей, мне нужно много пахотной земли и лугов.

калаç

(калас’), разговаривать, беседовать; сговориться, поговорить. N. Эсĕ унпа пĕртте калаçмăсăнччĕ, тетĕп эпĕ. — Мне было бы желательно, чтобы ты не говорил с ним. Артюшк. Кусем (утки) пĕр йăвара ӳснĕ пек калаçаççĕ, тет. Ала 81. Çĕлен çăварне уçрĕ, тет те, калаççа ячĕ (заговорил), тет: килях, старик! тесе каларĕ, тет. Нюш-к. Калаçман калаç пулнă, тет, чĕнмен чĕкеç пулнă, тет. (Совет молчать. Послов.). Т. Григорьева. Чĕлхе вĕç кĕçĕтсен, калаçман çынпа калаçат, теççĕ. (Примета). Якейк. † Калаçмасăр-тумасăр ĕмĕр иртмест, теттĕр-и? Альш. Çӳлти касра та, Армань кассинче, лайăх пусă (колодец) пурринех калаçмаççĕ (не слыхать чтобы был.). Перев. Çав сăмахсене кашкăр калаçса тăнă чух... Ашшĕ-амăшне. Лисахви ĕненмесĕр: ай, ан калаç! (не может быть), тесе кăна хунă. Орау. Санпа мĕн калаçан, санпа калаçмалли çук, эс ăçта! (про тебя и в Москве «в кулак свищут»!). СЧУШ. Чăххăн çуркуннехи чи малтанхи çăмартине ытла нумай калаçакан çынна çитерсен, чăхă нумай çăмарта тăват. Регули 768. Калаçаççĕ: ыран салтаксам конта килеççĕ, тесе. N. Кам мĕн пĕлет, çавăн çинчен калаçса ларать. N. Кашни хăйăнне калаçса ларать. Альш. Тумтир те, чĕлхе те, калани-кулни те пĕрех (те же самые). Орау. Кунтах юлас тен (хочешь) пулсан, эп калаçса пăхăп (попробую попросить). N. Эпĕ пĕр вăхăтрах темиçе тĕслĕ чĕлхепе калаçма пултараймастăп, пĕр тĕслĕ чĕлхепе калаçма пултарап. Я не могу говорить сразу по-всячески, а говорить на одном языке могу. Якейк. Мари лешеккинчи унтрипе мăн-контанпа калаçса порнать (любезничает). Ib. Вăл онпа калаçать. || Договариваться, уславливаться, торговаться, рядиться. Чăв. й. пур. 26. Халĕ те хăй çăкăрне çимест; хĕлле, вак касса, çăкăр пухмалла калаçать те, ялан çавна, пĕчĕкçĕн-пĕчĕкçĕн пухса, çисе пурăнать. Янтик. Эпир çак лашана калаçаппăр та, ытла хаклă ыйтать хуçи. — Унпа пит лайăх калаçса илес пулать (поторговаться), вĕсем пит хаклă ыйтаççĕ. Альш. Сăмавар лавкки умне пырать те, калаçать сăмавар (торгует самовар). М. Тув. † Манăн савни ял урлă, калаçасси çын урлă. Якейк. † Йори калаçрăм хора хĕрпе — утсам панче çăвăрма (= çывăрма). Ашшĕ-амăшне. Калаçнă укçана хăна тытса юлмарăн, йăлан вăхăтĕнче тӳлесе тăтăн. Хурамал. Çаран калаçма килтĕмĕр (торговаться). Ib. Çаран калаçса килтĕм (= çарăн илсе килтĕм). Я, сторговал луга. Шибач. Пошăт калаçма килтĕмĕр (торговать лыки). Такмак. Пирĕн (Иван) пичче ывăл авлантарать. Пуян (Микки) хăта хĕр парать: сумасăр укçа панă, виçмесĕр пыл калаçнă. Ягудар. Калаçмаст. Не рядится. || Выговаривать. Юрк. Тăла вăл-ку таврашĕнчен сăпăн тума пустав-тăла та пĕр вунпилĕк аршăн калаçаççĕ (выговаривают). || Сватать невесту. N. Калаçса яр, просватать; калаçса кай, калаçса кил, засватать. Кильд. Çапла вара Иван, чипер Евгение манса, урăх хĕр калаçнă, тет.

Кармал

(кармал), имя человека. Орау. || Назв. ряда селений: Вырас Кармалĕ, назв. сел. Кармаели, б. Косяковской вол., Свияжского у.; Кив-Кармал, назв. сел. Канаш. р.; Чăваш Кармалĕ; назв. с. Шутнерева, Урмар. р. Ск. и пред. 13. Ĕлĕк авал вăрманта пулнă Кармал ятлă ял. || Назв. местности. Орау. || Назв. луга. Икково. Кармал — çаран ячĕ.|| Назв. ручья в глубоком овраге, притока Мал. Цивиля слева.

карта

(карда), изгородь, загородь. КАЯ. Выляса çуресен-çӳресен, эпĕр тата картасем çинче (на изгородях) выляма шухăшларăмăр. N. Йĕри-тавра карта тытса çавăрнă. N. Ху тытса тăракан çĕршыв тавра йĕплĕ хулăран карта çавăрса ларт. Якейк. Сат картине чолпа çавăрнă. Сад огорожен каменной стеной. Ib. Эс итла уя тохса ларнă (построился), кĕт картуна (забор) куçарас полать. Орау. Вăсен çăварне карта тытман вĕт (у них рот не заткнут); мĕн килчĕ, ăна персе яраççĕ; сăмаха яланах мĕн пулнине пĕлсе калаçмаççĕ. Богдашк. † Вăштăр, вăштăр çил вĕрет, карта айĕнчен вĕрет вăл. Тюрл. Онăн сăмахĕпелен çӳресессĕн, карта хошшине те хĕснĕн (= хĕсĕнĕн). Чăв. ист. Картари выльăха тытнă пек тытса тăрат. Микушк. † Вуникĕ капан карти юнашар, укăльча тытсан та, çитмелле. Шорк. Карта, вообще загородка, кроме забора. Яншльд. Карта витĕр куç парăп. (Юр кĕртĕ). || Хлев (не бревенчатый). Вомбу-к. Карта — выльăх карти. Вăл сарай майлах, аслăкла витни те пор. (Тӳрĕ витнине аслăкла витнĕ теççĕ). N. † Пуян карти витĕр эпĕ тухрăм, пуян хĕрĕ юлчĕ хурланса. СТИК. Карта — хлев без сруба и без крыши, только загороженный частоколом с четырех сторон. Карта может быть приделана к какому-нибудь строению, но может быть и на гумне. N. † Çул тăваткалĕнче çук пулсан (если меня не будет), карта хыçне тухса тăр. Тоскаево. Картана тухма та хĕллехи тумтир çук. Тархашшĕн ан прахсамăр, ырă çын. || Ряд снопов, сложенных для сушки. КС. Тырă кĕлтисене карта туса хутăмăр. ХЛБ. Çăлса пĕтернĕ курăка салатмасăр, картапах типме хăварас пулать. Юрк. Тырă вырнă вăхăтра пулат:... карта. Якейк. Тыр вырнă чох ир кĕлтесене карта туса хорса пыраççĕ; валтан пĕр кĕлте хораççĕ, он çине, хĕреслĕ, тата тăват кĕлте хораççĕ; е пилĕк кĕлтее йонашар тăррисене посмасăр парахаççĕ. Шурăм-п. Халĕ тырă выракансем тĕмĕ тума пуçланă, карта тума пăрахнă. Сред. Юм. Тыр типеймен полсан, çăмăр хыçĕнчен вырнине-пĕрне: çилпе типтĕр, тесе, пĕрне аяла хорса, ыттисĕн пуçне кĕлте кочĕ çине хорса пыраççĕ, ăна вара карта теççĕ. || Круг. N. Уйăх карталансан, тăман тухат. Карти пĕчĕккĕ пулсан, час тăман тухат; карти пысăк пулсан, тăман час тухмаст. Митушк. † Уйăх карти пысăк карта, вунă çăлтăр ларса тулас çук. Чув. пр. о пог. 47. Хĕвел карти çывăхра пулсассăн, йĕпе пулмаст. Если круг этот близок к солнцу, ненастья не будет. || Магический круг. Хорачка. Пăри вотпала йĕри-тара çӧрет: карта туатăп, тет. Осал ан кĕртĕр, теччĕ (= теççĕ). Каран тăраччă та, чӧклеччĕ. (Моленье в поле). Ск. и пред. 99. Унтан пилеш хуппипе вут тумтире йĕри-тавра карта туса çавăрчĕ. || Вереница. N. Вĕçен кайăксем карталанса вĕçеççĕ. ЧП. Кайăк хурсем кайĕç картипе. Ib. Карти-карти килет кайăк хур. Сала 77°. † Карти-карти иртет кайăк хур. Янтик. † Кайăк хур каять картипе, йăви юлат пăрăнса (в стороне). N. † Çӳлелле пăхрăм — тĕлĕнтĕм хор-кайăк карта çавăрнинчен; аялалла пăхрăм — тĕлĕнтĕм пĕчикрен пусăк полнинчен. || Ловушка для птиц. Макка 114. Кайăк тытан карти пур. Ала 57. † Карăш карти картара, карăш пычĕ çакланчĕ. N. Тилли, тилли, тилли пур, тилĕ тытан йытти пур, тытан кайăк (siс!) карти пур. || Стан для ковки лошадей. Шибач. || Покос? Сред. Юм. † Утмăл та карта ут çултăм. Утмăл та карта утине (вар. уттинчен) йĕкĕр те капан (вар. икĕ капан) ут хыврăм. Ib. Пĕр карта утă çăлса тохрăм (çавапа пĕр расчин çăлса тохсан калаççĕ). Ib. Карта айне хăварса пырат. (Утă çăлнă чохне, хăй картине лайăх кастарса кăлараймасан калаççĕ). Ib. Карта таврас; утă çăлнă чохне утă карта полса пырать, çав картан çиелти типсен, ăна тавраççĕ. Изамб. Т. Пухнă чухне (сено) малтан карти-картипе пухаççĕ, унтан валем-валем пухаççĕ; вара купа туçа уйăраççĕ (сено). Ib. Малтанхи кун çарана валеçсе, карти-картипе çулаççĕ (рядами). Вир-йал. † Тăваткăл çаран варинче утмăл карта утă çăлтăм. || Паутина. Чув. пр. о пог. 260. Ерешмен карта нумай тусан, çăмăр пулать. Если паук сделает много паутин, будет дождь. Юрк. † Атьăр пурçăн карти карар-и? Пурçăн картисене мен ярар? Хура чĕкеç тытса ярар! || В перен. знач. N. Картине кĕрсен, юрать. Как бы ни сказать, только было бы понятно. (Так во мн. гов.). СТИК. Эй, пирĕн картине кĕрсен юрат! (т. е. нам нечего заботится о правильности речи; вырăсла калаçа пĕлейменнисем, вăсен(е) урăх çын: апла мар, ак çапла каламалла, тесен, вăсем çак сăмаха каласа хураççĕ). Чăв. ист. 11. Вырăссем «ведро» теççĕ, чăвашсем те ăна çав ятпах калаççĕ: хайсенĕн чĕлхи картине кӳртсе, кăшт çеç урăхлатса: витре, теççĕ. Сред. Юм. Пăртак самахлама картине кĕме хытланать халь те. СПВВ. МС. Эсĕ тата ытла картаран тухса каятăн (переходишь границы дозволенного), çапла çын выльăхне çаптараççи (бьют)?

каç

(кас’), перейти, перепрыгивать, перешагивать. Юрк. † Кайăк каçман çырмаран эпир касçа килтĕмĕр. Султан. † Урам урлă каçнă чух, кĕмĕл çĕрĕ эпĕ тупрăм. Когда переходил через улицу, я нашел серебряное кольцо. Б. Яныши. Вăл кĕпер урлă пĕр енчен тепĕр енне макăрса чупса каçса çӳрерĕ те, киле часрах чупрĕ. N. † Кăвак ут утлантăм, эпĕ хир каçрăм. Юрк. Каç ĕнтĕ эсĕ! — тет тутар арăмĕ. Чăваш арăмĕ каллех куна: каç эсĕ! тет, кулса. Изамб. Т. Исампальсем ана туса валеçме çаран çине каçсан... Орау. Чупса пырса сиксе каçрăм (перепрыгнул с разбега). Ытла хытă чупса пынипе кирлĕ çĕрте чаранимарăм. Алших. † Сикрĕм-каçрăм пахчана макăнь çулçи татмашкăн. || Приходить, проходить. ЧС. Ют ялтанта курма каçаççĕ (приходят). Альш. † Пирĕн аппа каçнă чухне сарă кайăксем юрлаççĕ. || Пролодить (напр. о ночи). N. Хĕл каçиччен тырă епле пулĕши, тесе шухăшласа ирттеретĕн. || Прожить. Никит. Çак хĕле мăян çиçе каçрĕç (люди). Досаево. Çапла хĕл каçса, çăва тухрăмăр (дожили до лета).

качака сухалĕ

качака сухал, качака сухалли, качака сухаль, назв. растения. Tragopogon Z., козлобородник. Изамб. Т. Качака сухалĕ, камышевидное сочное сьедобное растение. Альш. Качака сухалĕ, растение, похожее на камыш, сочное; листья — как листья камыша; растет на лугах и на берегах оврагов, если берега высоки; его едят. Рак., Кайсар. № 55. Качака сухалĕ. Сĕтлĕ пулат çамрăк чухне. Çаран çинче ӳсет. Çамрăк чухне, кĕпçи ватăличчен, ачасем çиеççĕ. Кашк. Качака-сухаль, назв. раст. (вăрманта ӳсет). Нюш-к. Качака сухалли, рrimula oficinalis.

кашлаттар

понуд. ф. от кашлат. См. чашлаттар. N. Çаран тулли халăх, пурте кашлаттараççĕ анчах. КС. Вырăс майри сараппанĕпе кашлаттарса иртсе карĕ (прошла шумя). Ib. Хур кайăкĕсем кашлаттарса вĕçсе пыраççĕ. (Полет). Кан. Çу уйăхĕнче асар-писер юр кашлаттарса карĕ (в лесу).

кур

кор (кур, кор), видеть, увидеть; видать, увидать; заметить. Кр. Чет. † Корак килет: корас, тет; корса, пăхса илес, тет. N. Эсреле час-часах куракан та пулнă. N. Таврăннă чух юрласа, парнисене çынна курмалла илсе таврăнаççĕ (чтобы все видели). ЧС. Киле кайма тесе, тула тухнă та, кĕлет тăрри çуннине курах кайнă (вдруг увидел, что горит крыша амбара). N. Корман-илтмен çын (совершенно незнакомый человек). ЧП. Хăрпăх витĕр пăхрăм та, ылттăн чĕкеç курах карăм. Альш. † Илсем, йысна, çĕлĕкне, кукша пуçна курарах! Юрк. Выля, выля, авантарах выля! чăваш арăмĕ епле ташланине курар-халĕ. Ib. Курăпăр, унта мĕн пулĕ! Увидим (посмотрим), что там будет. Ib. Эпĕ пулатăп, куратăн! Да, это я (был)! Ib. Куратна? тесе ыйтат. — Çук, курмастăп, тет. Ал. цв. 22. Сана эпĕ хамăн тĕссĕр, курас килми (отвратительное) ӳт-пĕвĕме кăтартаймастăп. Сĕт-к. Çав Элекçи коймăрланнине пре те корас килмеçт вара. Якейк. Эп кортăм эсĕр калаçнине. Регули 145. Эп кайнине вăлсам мана кораççĕ. Ib. 753. Эп кортăм, вăл онта кĕчĕ. Ib. 817. Эп кортăм кам килнине. Ib. 144. Вăл мана корчĕ килнине. Ib. 138. Эп килнине корчĕ. Ib. Ытти çынсем ун хыçĕнчен кĕнĕ чухне вĕсем чулсем хушшинче пăхăр арча курах кайнă. Ачач. 47. Шкул хапхинчен тухнă-тухманах, хайхи качака сухалне (козлобородого) курах ячĕ. N. Паян халиччен курман-илтмен çынпа паллашрăм. Тоскаево. Курмасăр курнă кăнтăрла çурта çутнă, теççĕ ваттисем. (Послов.). Альш. Çав аслă çулпа Куславкка çулĕ çинче мĕн курсан кураттăмăрччĕ эпир тĕнче (наш кругозор этим и ограничивался). Лашм. † Пире илес тиекен сар ачисем Хусан купси хĕрсене илни çук; майра пулса килсе курни çук. ТММ. Курнă суккăра илеччен, курман суккăра ил. (Послов.). Ск. и пред. Куртăм вара курмаллах мĕншĕн çав юр çунине. Ib. 44. Епле пĕлтĕр макаçи тыррине вăрларĕ те, курман пулчĕ хăй (отказался от того, что видел). Собр. Курман çĕртен курнă çын кăнтăрла çурта çутат, теççĕ. (Послов.). Т. Григорьева. Курман кăнтăрла çурта çутнă, теççĕ. Сред. Юм. Корман çĕртен корсан, кăнтăрла çорта çутнă, тет. (Говорят про человека, бывшего бедным, но потом обогатившегося). Ib. Мана корни-пĕри вăрçаççĕ. Кто ни увидит меня, все ругают. Собр. Курнинчен курманни нумай, теççĕ. (Послов.). Байгул. † Мĕн пăхатăр пирĕн куçран, çӳлте çăлтăр курман-и? (Оригинальное сравнение). Якейк. Çын корнă-корман карта тытса лартрĕ. Ib. Ай, çав платньăксам лайăх ĕçлеççĕ-çке, çын корнă-корман паччалăк туса лартрĕç! || Смотреть, глядеть; наблюдать; брать пример. Ала 3. Хĕр, курса çӳресен-çӳресен (после того, как везде походила и на все поглядела), унăн каясси килнĕ, тет, тинĕс патне. Шурăм-п., № 14. Яш-кĕрĕм тем чухлиех. Икĕ ача уткăнаççĕ анчах. Ыттисем курса тăраççĕ (наблюдают). N. † Çинçе пилĕк хура куç кам телейне курса (на чье счастье) ӳсет-ши? С.-Устье. Çав вăхăтра хуçа патне улпут тарçисем курма пынă, тет. (Употребляется вместо «туй курма», «хĕрсем ларнине курма» и т. п.). Юрк. Арăмăн упăшки килне тавăрăнсан, хунямăшĕ те хĕрĕ патне кĕрӳшне курма пынă. Кама 29. Ну, киле кайса, çырткалам-ха, çиессĕн килчĕ. Каçхине курăпăр-ха (посмотрим). N. Вĕсем те (молодежь), ваттисене кура (взяв пример), урăхла юрăсем кăшкăрса юрла пуçларĕç. Учите детей. Ашшĕсенчен кура ачисем те пĕчĕккĕллех чĕлĕм туртма вĕренеççĕ. Халапсем. Çавăнтан вара, вĕсенчен курсах, ыттисем те хăйсем валли çапла сăра тăва пуçларĕç, тет. N. Тухнине кура унта та пырса тăнă. N. Мускав хулине чипертерех курасшăн пайтах урамсене çите куртăм. N. Çавăнпа вĕсенĕн ачисем те, ашшĕ-ăмăшне курса, çамрăклах ырра, лайăха вĕренсе ӳснĕ. || Встречать. N. Кушкăсем Ивана куртăм. N. Кушкăри аппана Хусанта куртăм. Орау. Вăрмана каймассеренех кураппăр эпĕр ăна (встречаем). N. † Пирĕн тăвансем хушши ытла инçе, куракан çынтан, салам ярăрсам; салам ярса салам çитмесен, хăвăр, асăнса, килсе курăрсам. М. Васильев. Ачасĕм ялта коракана-пĕрне (кого ни встретят) шывпа сапса çӳреç. О земл. Халиччен çĕр ĕçĕ çинчен чăвашла çырнă кĕнеке эпир курнă-тăву çукчĕ. Бес. чув. Тата темиçе хут та Керимуллапа курса калаçмалла пулнă. || Видеться; повидаться. N. Йăпăрт анчах корасчĕ сере (= сире)! Б. Олг. Ну, тет, кортăмăр, тет; атя хопаха тет, пĕр коссушкă эреке ĕçĕпĕр, тет. Слеп. † Эпĕр ĕçме килиса, эпĕр корма килиман. Йӳç. такăнт. 19. Сыв пулăр, тепре кураччен! До свидания! N. Тавăрнсан, пĕр-пĕринпе курса, пĕр виçĕ курка сăра ĕçесчĕ. (Письмо). Юрк. Санпа курса калаçнăранпа (со времени нашей встречи) тăват-пилĕк хăваттире куçрăм. N. Тав ĕлĕххисене! — Апла пулсан, юрĕччĕ те, куримастпăр çав (редко приходится видеться). Альш. Сывă пулăр-ха, куриччен! До свиданья! || Претерпевать, испытывать, переносить, выносить. ГТТ. Курмалли пулнă. Такова (его) судьба. Ib. Курасси пулнă. В. С. Разум. Унта ташлама тапратрĕç. Манăн çав ташланă вăхăтра ыйхă киле пуçларĕ. Манăн çав ташă вăхăтĕнче мĕн пур курни те ыйхăпа вăрçни анчах пулчĕ. Тогач. † Ай акисам, акисам! Килетĕр те тăратăр, кăркка чĕпписем мĕн кураç пулĕ! (т. е. вы ушли из дома, не покормив их). N. Темĕн те курса ларăр ак! Вот с вами случится что-нибудь скверное! (Угроза). ЧС. Пĕлтĕр те лаша вилчĕ, кăçал та апла пулсан, мĕн курăпăр вара! КС. Турă куртăр сана! (Пусть накажет, воздаст). Шел. 29 Ылттăн çурта кĕрсен те, кĕмесен те, вилмелле, мĕн курнă пуç куртăрах, унта мĕн пур пĕлмелле. N. † Йывăр хуйхă курнă çукчĕ, çурчĕ çамрăк чĕрене! Кĕвĕсем. Мĕн тăвас лутра кăвакал? Мĕн курас лутра кăвакал? Юрк. Чĕрĕм чунăм чăтманнипе кура-кура çӳрерĕм (скитался на стороне?). Ib. Тĕлĕнмелле! Усал курассисем, калăн, юри çак вăхăта кĕтсе тăнă, тесе! Ib. Курассине хирĕç. Как на грех. Ib. Хыçĕнче тăракан пĕр çынни, ку çапла хăраса тĕсрен ӳкнине курсан, унăн аркинчен туртса: унпа ан кĕреш, çĕнеймесĕр, унăн айне пулсан, хăнтан ху çынна култарăн, темĕН курса тăрăн, хур пулăн. Ан кĕреш! тет. Ib. † Ĕмĕрĕ иртсе пырат, мĕн курассине пĕлмес. Ст. Шаймурз. † Курайман тăшман кураймĕ, хăй мĕн курасса пĕлеймĕ. О сохр. здор. Лекĕрсем сивĕрен пăсăласран сыхланма хушаççĕ пулсан та, пĕртте сивĕ курмасăр пурăнма хушмаççĕ. Алших. † Хур курассăр килсессĕн, Атăл хĕррине анса кур. Букв. 1886. Ак ĕнтĕ, шан ача пăчана, вырăнсăр нуша курса çӳре! Иревли. Çуралнă чух çырнине (что суждено судьбою) курмасăр ирттерсе яраймалла мар; курма хушманнине кураймастăн. Собр. † Эсĕ курнă пурнăçа эпĕ те кура парам-и? (Хĕр йĕрри). Сред. Юм. ЬIтлин-çитлин порнăç корса полмарĕ. Не пришлось жить в довольстве. Ала 88°. Вăл ачасем мĕн курман, хурлăхне те, савăнăçне те курнă вăсем. Образцы. Халиччен ырă çын умне тăманччĕ, чĕлхем çыхланнине курманччĕ. N. Конта темĕн те корăн! N. Курассу пулсан (если суждено судьбою), çитен иккен пур тĕле те (всюду. перебываешь). Никит. Макçăм: çаран укçи тӳлемесен, сутмалла пулат пуль-çке, мĕн курмалла, тесе, юмахласа улăхать. Истор. Алă-ура суран курни хисепĕ те çук. Кан. 1929, № 138. Ман пек, ни лаши, ни карт-хури çук çын çăкăр çисе курас çук (хорошего житья не увидит). || Юрк. Курас килмен япалана, ăна епле ирĕксĕр ĕçес тетĕн. || Считать за... СПБВ. Хăй чунĕ пек курать (юратать). N. Çамрăккисене тăвану пек кур. Ал. цв. 1. Хуçа хăйĕн хĕрĕсене чун пек курса пурăннă (души не чаял). N. Çиллисемпе мана тăшманăн кураççĕ. Букв. 1886. Эсĕ унта килте чупса çӳренĕ чухнехи пек куртăн-и мĕн? Ăçта сурăхусем? теççĕ. || С отрицанием в гл. возмож. — ненавидеть. Ск. и пред. 15. Эсир мана ӳстертĕр, ача чухне юратрăр; анчах ӳссе çитрĕм те, хĕрĕр чунне курмарăр. Чăв. й. пур. 23°. Вăл Натти пит усал кăмăллă пулнă, çынна пĕртте кураймасăр тăнă. Эпир пурнаппăр юлташпа. Икĕ кинтеш пĕр-пĕрне кураймасăр пурнаççĕ, чысти çавăн пекех пурнаппăр. || Знать. N. Çапах та ытти çынсем уна (это) курса пĕлсе тăраççĕ пулсан та, юмăçа кайма пăрахмаççĕ. || Относиться. Альш. Вăл пурне те хăйне курнă пек курать. Он на всех смотрит, как на себя, относится ко всем одинаково. || Принимать (за кого). N. Ĕмĕтленетĕр — илейместĕр; вĕлеретĕр, ăмсанатăр — çапах ĕмĕтĕре тăрантараймастăр; вăрçатăр, тăшманăн куратăр — çапах çук, мĕншĕн тесен ыйтмастăр эсир. || Дождаться (худого). К.-Кушки. Çаратсан çаратсан, мĕн-те-пулса курĕ-ха (пулĕ-ха). Грабит, грабит, да до чего-нибудь и дограбится. || Иметь. Истор. Санăн арăму Ирина халиччен ача-пăча курман, ахăр ӳлĕм те кураймĕ. Собр. Ай, пиччеçĕм, Николай, пичче! Эсĕ курнă ача-пчана эпĕ те кура парам-и, эсĕ курнă пурнăçа эпĕ те кура парам-и. Орау. Виçĕ пуса курман-им эпĕр, виçĕ пусшăнах çука юлмăпăр-ха! (т. е. копейка — не велик расход.) || Подражать. N. Эсĕ кукленсе кĕнĕ арăмран курса вĕрен. || Иметь целью. Бур. † Ай-хай, çинçе пӳçĕм, çамрăк пуçăм, кам телейне курса ӳсет-ши? || Кан. Çав тери пуян çын хĕрĕ мĕн курнă-ши ĕнтĕ (что нашла завидного) ман ывăлра? || В качестве вспомогательного глагола. Сунт. 1929, № 9. Çăва тухнăранпа армансем çунаттисете лайăххăн, вăйлăн çавăрса та курайман. N. Конта çантăлăк пит вĕри: кон-каçа кĕпесем типсе кормаççĕ. N. Пĕр вĕренсе тухсан, кĕнеке вуласа курмаççĕ. N. Ким тытса курман, шывпа çӳресе пиçмен çын. N. Пĕр санпа анчах калаçса курман. N. Хусантан тухнăранпа ăшă пӳрте кĕрсе курман. N. Тăласем типсе курман (= все время мокры). Конст. Чăв. Тата килсе кĕр (приезжай повидаться), тепĕр килнĕ чух (в другой раз) аннӳне те илсе кил вара. N. Кайса кур чăвашсене. Поезжай, повидай (или: навести) чуваш. N. Сыв пул! Татах килсе кур. Кан. Ялта мар пирки кашни кунах кайса кураймастпăр. Юрк. Ку аттамсемпе эпĕ темĕн каласан та Хусана çитсе курас çук. СТИК. Эпĕ халиччен çӳресе курман çын мар вĕт. Чай, я не в первый раз (езжу).

ăрасна

(ы̆расна), отдельный, особенный, особый. Альш. Кӳлĕ пулли юхса выртан шыври пулăран хăйне ăрасна пулă пулать вăл. Озерная рыба, в отличие от речной рыбы, принадлежит к особой породе рыб. Ч. П. Икĕ хурăн юнашар, тымарĕсем ăрасна. Две березы рядом, но их корни разные. Хыпар № 34, 1906. Хресчене ĕлĕкренпех ăрасна йышши çын шутласа пурнаççĕ. Крестьянина с давних пор причисляют к особой породе людей. Бугульм. † (Кăвак) кăвакарчинсем пурте пĕр пек, çуначĕ вĕç шурри ăрасна. Голуби все одинаковы, но тот из них, у которого кончики крыльев белые,— выделяется из ряда прочих. || Порознь, особо, отдельно. Ч.П. Эпир ăрасна çуралнă, пĕрле ӳснĕ. Мы родились от разных (матерей), а росли вместе. Хурамал. † Ăраснаях тунă, пĕрле ӳснĕ — мĕншĕн уйрăлмалла тунă-ши? Родили нас порознь, а росли мы вместе; зачем такая судьбина, что приходится расстаться? НТЧ. Тасатса пĕтерсессĕн, кашнин какайне ăрасна çакса пĕçереççĕ. Когда вымоют мясо, мясо каждого варят отдельно. Хыпар № 41, 1906. Нихăшĕ хутне ăрасна кĕрес мар, тесе, министрсене икĕ ушкăнĕнчен те суйланă. Чтобы быть нейтральным, выбрал министров из рядов обеих партий. Конст. чăваш. Мирза Салих: мĕн пачĕ? тесе, ыйтнă пулсан, кăсьяра ăраснах пĕр кивĕ кĕмĕл укçам пурччĕ: акă çакна пачĕ, тесе, калас теттĕм; анчах апла ыйтмарĕ. КС. Эп ăна пĕр курка ăраснах пырса патăм. Я подошел и дал ему один стакан с особенным вниманием, особо. || Особенно, в особенности. Хыпар № 27, 1906. Самара (надо: Самар) кĕпĕрнинчи хресчен çыннисем Хусан çыннисем пек мар, эрехе ăраснах пит юратаççĕ. Крестьяне Самарской губернии не как казанские крестьяне: они отличаются особой любовью к водке. Беседы на м. г. Чиркĕве, турă ятне ăраснах мухтакан çĕре, пымаççĕ те. N. Шыв хĕрринерех ăраснах çаран ӳссе тухнă. Ближе к берегу особенно выросла трава.

ĕнер

настраивать (музыкальный инструмент). М. П. Петр. И. С. Степ. Ĕнерес. Тюрл. Ĕнер, настроить. IЬ. Пӳртре ташлаканмĕн çук-чĕ, икĕ çын купăспа кĕсле ĕнерсе лараччĕç. В избе из пляшущих никого не было, (только) два человека сидели, настраивая скрипку и гусли. Сред. Юм. Копăс ĕнерет (налаживает). Шибач. Ĕнер, настроить. Хорачка. Ĕнер (э̆нэр), настроить. Изамб. Т. Купăс ĕнерсе пар-ха. Настрой-ка мне скрипку. || Собираться дождить (pluere). Сред. Юм. Паян кунĕпех çăмăр ĕнерсе тăрать. || Собираться плакать. Сред. Юм. Пĕчик ачана: йĕме ĕнере пуçларĕ, теççĕ. Про ребенка говорят, что он налаживается плакать. || Наладить, устроить. Никитин. Иван пичче, сухапуçсене ĕнерсе пĕтерсен: çав çынсене çаран мĕн чухлĕ ваттарнине хак кайса хуртарас пуль, тесе, пӳрте кĕчĕ. || Привести к согласию. М. П. Петр. См. ĕнтер.

ярса тыт

хвататься, ухватиться, схватить. Кан. № 234, 1928. Унтан карчăка та икĕ хут хăмсарса çапнă, анчах карчăк, хăвăрт сиксе тăрса, пуртăран ярса тытнă. N. Пĕр-пĕр япаларан ярса тытса, чарăнас. N. Ăна хăй пĕр шухăшламан çĕртех ярса тытĕç. Н. Карм. Çавăнтах арăслан, чăсăлса, кашкăра ярса тытнă. Сир. Товий пулла ярса тытна та, типĕ çĕре сĕтĕрсе кăларнă. Беседы на м. г. Çын алăкран ярса тытнă та: эй Иисус, пулăш мана! тесе, кăшкăрса янă. || Опустить. Альш. † Ах, аттеçĕм-аннеçĕм! çаран çине тăрсассăн, çаннăма ярса тытмарăм (т. е. не стояла без дела. Хĕр йĕрри.)

ейӳ

(jэjӳ), разлив реки. СПВВ. Х. Ейӳ — разлив воды. Ст. Айб. † Кăçал йĕпе питĕ пулчĕ, ейӳ карĕ аякка. Нынче было очень мокро, разлив был широкий. (Та же песня и в с. Тайбе). Ядр. Ейӳ тухсан, во время разлива. Ч.С. Пирĕн пĕр Пăла (scr. Була) ятлă пысăк çырма пур, вăл çур-кунне ейĕве каят (разливается). N. Çыранĕсенчен тухса, пит ейĕве кайса выртать (о реке). Изамб. Т. Çур-кунне шыв тулсан, ейӳ тухать те, икĕ енелле те сарăлса каять. IЬ. Кăçал ейӳ тухăрĕ (= тухрĕ, вода вышла из берегов). IЬ. Кăçал ейӳ инçене сарăлчĕ (широко). IЬ. Ейӳ чаксан, атмапала пулă тытаççĕ. После спада воды рыбу ловят наметкой. IЬ. Ыраш аксан, ăна ейӳ пусат. Если посеять рожь, то ее затопит разливом. Хыпар № 5, 1906. Нил шывĕ, тулса, 10—14 аршăн çӳлелле хăпарса каять; вара хăй çырансенчен тухать те ейӳ пулать (инçе сарăлать). Сир. 46. Фисонпала Тигр шывĕсем çĕнĕ çимĕç ĕлкĕрнĕ вăхăтра ейӳ кайса тулнă пек вăл ăслăлăх тултарать. Имен. «Ейӳ — зажоры, разлив реки. Ейӳ пула пуçласан». N. Çаран ейӳве кайнă. Луга залиты водою. || «Изволок». Тюрл. Ейӳ — изволок. || Неглубокое место в реке, где вода течет мелкими струйками. Тюрл. || Мелкий (о посуде). СТИК. Ейӳ тиркĕ, ейӳ чашкă, тесе, ăшăк чашкă-тирке калаççĕ.

ешĕл

(жэ̆л'), зелень; зеленый. Хыпар № 11, 1906. Пĕр ик-виçĕ эрнерен вăл вырăна та ешĕл пусса илет. N. Курăк çине ан вырт, кĕпĕне курăк ешĕлĕ çапĕ (у тебя рубашка сделается от травы зеленою, с зел. пятнами). Шаймурз. † Тăхăнăрсам ешĕлĕ пĕтиччен. Надевайте их (перчатки) до тех пор, пока не слиняет их зеленый цвет. Баран. 5. Çаран çинче курăксем ешĕл пулса ларĕç-ши? тесе, шавлать пӳртри çын. Альш. † Ешĕлех те калпак эп тăхăнтăм, ешĕлех те хулана эп кайрăм. Чув. сборн. 144°. † Атăл çинче ешĕл машшина (пароход). Ст. Шаймурз. † Шурă Атăлпа ешĕл машшина, хумхантарать Шурă Атăл шыв(ĕ)сене. Лашм. † Унăн хуппи (ставни у окон) ешĕл сăрлă иккен. . † Хура çыру, ешĕл пичет пирĕн савни аллинче. . † Алăкăр умĕнче решетке, аллăрта ешĕл перчетке. Ау 281. † Шур-Атăлпа юхса килет ешĕл пуçлă машшина. Fontes 1. † Шур-Атăлтан юхса килет ешĕл пуçлă машшина. Образцы 45. Аллăрсенче ешĕл перчетке, ан пăрахсам ешĕлĕ пĕтиччен.

йытă-пырши

назв. раст., вьюнок. См. йыт-пырши. Рак., Кайсар. № 70. Йытă пырши. Ана çинче те, çаран çинче те ӳсет. Шăл сурсан, ыратакан шăл тĕлне, вĕри шывпа йĕпетсе, хураççĕ. Пшкрт. jыды̆ пыржи, то же, что в В. Олгашах çенче (с'эн'џэ).

лапатка

(лаба-), лопатка для точения кос (смолянка). Чертаг., КС., Изамб. Т. Якейк. Лапатка — çавая çивĕчлетмелли япала. Яргуньк. Çаран патне çитсен, Палламан хуçине каланă: манăн киле лапатка юлчĕ, тенĕ. Т. П. Загадки. Хура аппа икĕ енчен çупать. (Лапатка). || Лопаточный сбор за помол; мерка для получения лопаточного сбора за помол. СТИК. Лапатка — арманта çăнăх илнĕ çĕрте тыткалама тăваççĕ. Вăл шайккă пек (на подобие прежней банной шайки с одним ухом) хăрах тыткăчăлă пулат. Вăл япалапа арман хуçи арман авăртма пынă çынсенчен авăртнăшăн çăнăх илсе юлат. Унта чи нумаййи 20 кĕрепенкке каят, сахал – 15–17 каят. Ăна çӳхе тимĕртен тăваççĕ.

Ляххи çаран

назв. долины. Илебар. Ляххи çаран. Вăл çаран ĕлĕк Ляххи ятлă çыннăн пулнă, çавăнпа ăна „Ляххи“ тенĕ. Это долина принадлежала человеку по имени „Ляххи“, поэтому названа так.

малтанхи кон

накануне. N. Тепĕр конне кальлях, ирех тăрса, çаран çине каяççĕ. Çанталăк лайăх полсан, малтанхи кон çотнă вутта тавăраççĕ.

минетлĕ

(-л’э̆), хороший, обильный. N. Çарана (луга) юсаса, унăн пулуне вăйлă тăратас тесен, пирĕн пĕре çаран тăприне минетлĕх тислĕклемелле. Шальча. Минетлĕ = аван, йосу и т. д. Якейк. Лайăх полакан вăрра (семена) парсан та, минетлĕ вара (т. е. можно надеяться на получение хорошего плода). Ib. „Минетлĕ = ĕмĕтлĕ“.

Мăклă-хăва

назв. луга. Елаур. Хир варрĕнче çаран пур; малтан кӳлĕ пулнă, халь типнĕ. Ăна Мăклă-хăва теççĕ.

мĕн

(мэ̆н, мэ̆н’), что? К.-Кушки. Мĕн çисе ларатăр? Что это вы едите? СПВВ. ТА. Мĕн полтăртататăн? (= мĕн кирлĕ мара калаçатăн). Ib. Мĕн сослан = мĕн шавлан. Синерь. Амăшĕ: мĕн пăхса çӳремелле? тесе каларĕ, тет. Мать сказала: чего тут возиться (проверяя хозяйство, т. е. нет надобности проверить его). СТИК. Мĕн кунта шăнса вилес тетнем,— атя пӳрте. Что ты хочешь замерзнуть? Идём в избу. Ib. Мĕн вара эсĕ мана ун хуçĕнчен пăхса тăмалла тăвасшăн-им? (Возражает так уверевно, и с сознанием своего превосходства). Ст. Чек. Мĕн пур-ши унта кайса, мĕн пур-ши, шав унта кайса ларан? Зачем ты туда повалился, что ты там нашел интересного? Ib. Мĕн тупрăн эс унта? Что в нем хорошего? Ib. Мĕн тупрăн вара ку вăйăра? Какой интерес для тебя в этой игре. Альш. Ĕмĕр тăрăшĕнче мĕн тухса мĕн килмес. Орау. Якур пичĕш патне натьăк (натяг) илме каяп, терĕ; натьăк мĕн-ши вăл? Что бы это такое было? (задумываясь о предмете, и этим заставляя другого высказать, что это такое). Ib. Виçĕ эрне мĕн вăл (какая важность три недели), ак ман пек улт-çич уйăх ларса пăх, вара пĕлĕн. Ib. Мĕнтен пит ăслă вара вăл? Чем же он умен-то? В чем же виден его ум? Юрк. Вырăсла кĕнекене вуласан та, чăвашла вăл мĕнне пĕлместĕм. Ib. Пăшал сассине илтсен, салтакĕсем, ытти улпучĕсем пурте кĕсем патне чупса пырса: мĕн пулчĕ те, мĕн пулчĕ, мĕншĕн пăшал петĕр, теççĕ. Сред. Юм. Мĕн калан ĕнтĕ (или: мĕн каласси пôрччĕ ĕçке те...). Очень хорошо бы было, но .. Ib. Мĕн алласа çӳрен тесе, пĕрмай килĕрен килле кайса йăмахласа ларакан çынна калаççĕ. Ib. Мĕн тăвас-ха? (Пырса кĕрекен çынтан çапла ыйтаççĕ). Никит. Кайсан та мĕнех тăвать мана. Что особенного он мне сделает, если я и уйду. Изамб. Т. Усаллăх çинчен мĕн калатăн. Ĕлĕк пирĕн хамăр хушшăмăрта та, тарçă тытсан, ăна сăмсипе çĕр сухалаттарасса çитнĕ. Байг. † Сăрă чечек мĕн паха! Аппапа йысна пит паха. С. Айб. Çын ачисем пире çиеççĕ, хăйсем мĕн курасса пĕлмеççĕ. N. Мĕнтенех (в каком откошении) пит аван вара сан сĕллӳ? Шурăм-п. Эх, Петĕр, кĕçĕр мĕн курман пулĕ эпĕ, итлессӳ килет-и, каласа парам. Собр. † Леш айăккине юр çунă, ку айăккине мĕн пулнă; ах аппаçăм (çавă пур), качча кайма мĕн пулнă. N. Мĕн-пулса кяйĕ ĕнтĕ. Что будет уж. Баран. 120. Ем-ешĕл ешерсе ларакан йывăçĕ (картинное выделение из ряда деревьев) мĕн тăрать! N. Вăл мĕнтен пуйса кайнă (вилнĕ)? Икково. Мĕн пăруларĕ: тына-и, мăкăр-и? В. С. Разум. КЧП. Вĕсем хăйсем мĕн калассине каласа пĕтерсен, пирĕн Педтехникумра вĕренекенсем тапратрĕç калама. Тяптяево. Мĕн хăрамалла, кам пирĕн хыççăн килмелле? Чего нам бояться? Кто вслед за нами придет? (т. е. никто). Орау. Халь татти-сыпписĕр çăват те, унтан пĕр-ик-виç уйăх çăмăр пулмасан мĕн тумалла (как быть тогда). N. Унта мĕнсем сутаççĕ? N. Кĕсем мĕнсем? N. Мĕн калас-ха? N. Мĕн каласшăнччĕ-ха? N. Эсĕ мĕн ыратса выртатăн? Регули. 131. Вăлсен поплени мĕн пор онта. Ib. Мĕн вăлсам вăрманта шыранине эп килте топрăм. Ib. Мĕн шыраманнине топрăм. N. Эс мĕнне çухатрăн тата? N. Мĕнӳпе мухтанмаллăх пур сан. О сохр. здор. Çавăнпа ăна пирĕн пĕлес пулать; çынсем епле тата мĕнтен сивĕрен пăсăлса чирлеççĕ-ши? Ала. Мĕн тусан шыв тухат унта, тенĕ (в безводной стране). ЧС. Çынсем çавăнта пыраканĕ пĕри: ку мĕн те, ку мĕн? тесе, пĕри пĕринчен ыйтаççĕ. Чăв. й. пур. 26. Якку каланă: эпĕ мĕн пĕлекен çын? Бес. чув. 13. Эсĕ мĕн капла? Эпĕ сан çине пĕрре те çилленместĕп. Изамб. Т. † Туйăн илемĕсене, ай, мĕн кӳрет? Мĕн выляни-кулни, çав кӳрет (все, что веселит). Баран. 88. Асту-ха лерелле, мĕн хури курăнать унта? N. Мĕн ача турĕ: ывăл ача-и, хĕр ача-и? N. Мĕн пăру туса пачĕ? Утăм. Мĕн мура ямшăксем тытатăн? || Что (относит.). Сунт. Мĕн пулса мĕн килĕ ĕнтĕ. Тавай çул çине валли укçа тăвас. N. Мĕн пулсан та пулĕ, что будет, то будет. Синерь. Мĕн пулин пулĕ (что будет, то будет), ати хушмарĕ те, кайса пăхас-ха (попробую пойти). СТИК. Мĕн тесе-ха вăл пит час карĕ! Что ему вздумалось уехать так скоро. Ib. Ун пек чухне вара мĕн каласан та хĕрсем кăна калаççĕ кĕвве. СТИК. Мĕн каланă сăмах вырăнлă пултăр. Все, что сказано, пусть возымеет силу. Чебокс. Мĕн пулни пулать, кĕрес терĕм те. Коракыш. Эпĕ тăта мĕн пĕлеп! Я знаю еще одну вещь! Ст. Айб. Мĕн пасарин пасарĕ, шур пушăт йывăççи пасармасть. (Ĕне мăйракисем). ||Соответ. русск.: что бишь. С. Дув. Мĕн çук манăн: ĕнер пуснă такам пур, паян пуснă мĕнĕм пур. || В знач. вопрос. частицы, соответ. русск.: что ли ли. N. † Алăк ум вĕçĕнчи ват хурăн: кăçаллăха ларнă пулсан, пуртă витмĕ терĕр мĕн? N. Вăл вĕренме кĕчĕ-и мĕн? N. Вăл кайрĕ-и мĕн? Вăл кайрĕ-им, кайрим? || Что за, какой. СТИК. Паян мĕн пăраçник? Какой сегодня праздник? (простой вопрос). Ib. Паян мĕн пăраçникĕ! Какой еще сегодня праздник! (отрицание и удивление). Толст. Ку мĕн сасси? Что это за шум? Пшкрт: шоj ҕэ̆рмӓ сиβэ̆ полы̆;— мэ̆н сиппм? (или: мэ̆нӓшкӓл сирβэ?),— нимдӓ сиβэ̆ мар’. Регули. 935. Мĕн ĕç он? Мĕн кон килĕ. Ib. 934. Эс кам конта? Эс мĕн çын конта? Ib. Эп тытрăм полсан, сан мĕн ĕç? N. Кĕсем мĕн япаласем? Это что за вещи? Синерь. Эпĕр сута каятпăр тенĕ? — Мĕн сутне (на какой суд)? тенĕ. Орау. Мĕн мĕнĕ тата? Что еще за „что“. N. Хутаçра пĕр виçĕ тенкĕ укçа пулас пулатьчĕ-ха. — Мĕн виç тенки пур унта? Орау. Мĕн вăййи вăл? Что за игра? Ib. Мĕн вăййи вăл! Пĕрне пĕри кӳп те кӳп тутараççĕ. Качал. Яхуне çырмине çитрĕм те, тăкăнчĕ карĕ: мĕн сăян? — Какуй сăян, пухрăм та çур пăт пулчĕ. N. Мĕн çăнăхĕ? Мука из какого жита? Ст. Чек. Анне, улма пур-и? — Эй, ухмах! Мĕн улми унта тата! Ib. Мĕн сивви; мĕн нумайĕ мĕн кунта (какое...). Ib. Мĕн аван япала пăссăрĕ (= пăсрĕ)! Средн. Алг. Хурану пĕчĕкçĕ пуль? — Мĕн пĕчĕкçине калан, пĕр кӳлĕ шыв çитмест. АПП. Упа, çак кашкăра тыт, тенĕ. Упа каланă: ăна тытма мĕн ĕçĕм пур. Чуратч. Ц. Кирĕк епле чире çаклансан, вăсем шухăшлаççĕ: мĕн турри çиленчĕ-ши? теççĕ. Сунчел. Качаки каланă: ăна çиме мĕн ĕç пур (= мĕне кирлĕ). Сред. Юм. Мĕн хыпар пôр-ха, или: мĕн сас-хôра пôр? Что нового? Ib. Мĕн çынни, мĕн арчи, мĕн кĕнеки. Ib. Эп выллянинче сан мĕн ĕç пор. В том, что я играю, тебе (вам) какое дело. Ст. Янсит. Вĕсене эпĕ акă мĕн ĕçре час-часах пулăшрăм. Янтик. Мĕн япала ку сан? Якейк. † Он çиленме мĕн ĕç пор, он пыççине çыхмаспăр. N. † Ял варĕнчи сăрлă юпи мĕн нушташăн ларать-ши, аттен хĕрĕ-сарă хĕрĕ, мĕн нушташăн çуралнă-ши? П. Пинер. † Алкумĕнчи улма йывăççин улми пулманни мĕн усси. || Как. Çĕнтерчĕ. 54. Ех! мĕн савăнса пурăнмасть çав Якур. Ib. 52. Ах, мĕн савăнса çӳремеççĕ çав ачасем! || Зачем, почему, по какой причине. Çĕнтерчĕ. 19. Мĕн янрашатăр эсир паян? Орау. Мĕн юпа пек тăран, кил кунта. Ib. Мĕн мĕреленсе (= наянланса) пыран, ут хăтăрах. (Идет вяло, тихо). Юрк. Ку укçăсене мĕн хам алăра тытса тăрам. N. Тавăрнса, мĕн апая ятлаçтарса порнас? || Сколько, почем. Бр. п. водку 8. Анчах уншăн сăмаххи сăмаххийĕ мĕн тăрать. Но как он дорого ценит каждое свое слово! (т. е. он не разговорчив). Баран. 226. Мĕн çӳрес пеккине çӳресе пĕтереççĕ те, пусма тăрăх улăхса çӳлелле тухма пуçлаççĕ. N. Эй мăнтарăн Прăски, мĕн салтак усатрĕ. N. Мĕне илтĕн, почем купил. Трхбл. Мĕн сысна чике-чике пĕтерчĕç, мĕн чăхă пуса-пуса çирĕç. Регули 939. Мĕне патăн? — Сома патăм. N. Пасартан килсен, пĕр кӳрши ун патне пырать, тет те: ырашна мĕне (почем) сутрăн? тесе, ыйтат, тет. Юрк. Сирĕн тухйăр кĕмĕллĕ: мĕне тăрат кĕмĕлĕ? Сред. Юм. Мĕн ĕмĕр порнатăн (долго находился, когда как обещался прийти скоро). N. Лашасене мĕн кайнă таран ятăмăр. N. Мĕн сахал тесен те, 500 тенкĕ кирлĕ. Панклеи. Ачан мĕн пырнăçемĕн çол хĕсĕнсех пырать. Чем дальше идет, тем... Н. Лебеж. † Мĕн вăрăм-хывлăшă м, ай, кĕскелчĕ. Бел. Гора. † Мулла мечĕтĕ мĕн çӳл мечĕт. || Весь. Альш. Çапла мĕн ĕмĕрне чăвашран ирттереç, авланма каяç те, кил курма çӳреç (портные). N. Этем мĕн пурăнас кун-çулăн хисепĕ çук. Чхĕйп. Чăвашсен мĕн пĕлнĕ ĕçĕте ак çакă анчах пулнă (вот все то, что они знали. Далее идет пер ечисление того, что они знали или умели). || Иногда переводится сл. каждый. N. Кукша мĕн хупараканне (каждого, который влезал касса пăрахат, тет. Çапла пурне те касса пĕтерчĕ, тет. Панклеи. Хĕр вăрă-хорахсен хĕçсене илсе мĕн кĕрнĕ вăрă-хорах поçне касса тăнă. Чхĕйп. Вара унта ĕçме-çима мĕн пыракан пурте çапла асăннă (поминали). N. Мĕн турттарса пынă ăлава çавăнтах тăкаççĕ те, салагса пĕтĕреççĕ. N. Мĕн пынă çын çавăнтах ĕçлеме тытăнать. Коракыш. Манăн лашасем селĕм пултăрччĕ, эпĕ вара мĕн çул çӳрекенсене ĕçе-ĕçе хăварăтăм. || Иногда употребл, в знач. самый. Альш. † Çак юрăсене юрлама мĕн кĕçĕнтен пуçтарнă ăс кирлĕ. N. Акă кăçал каллах мĕн çуркуннеренпе çумăр çумасть. N. Мĕн пĕчикçĕренех. Сборн. по мед. Мĕн халичченех. N. Якурпа шăллĕ мĕн каç пуличченех ĕçлерĕç. Кубня. † Эпĕр мĕн кĕçĕнтен туспала, пире çын çимесĕр мĕн тутăр. Ал. цв. 20. Вăл мĕн пурăннăçемĕн шурă мăрамăртан тунă пӳлĕме час-час çӳрет, хăй хуçине лайăх сăмахсем калать. || Оказывается. Т. VII. Ах турă, атте! пылпа кулачĕ пит тутлă мĕн. N. Эсĕ пит усал çын-мĕн. Ачач 71. Хăшпĕр юратнă çынсем, тантăшсем пулмасассăн, чăнахах та Тимуш пӳртрех лармалла мĕн. ЧС. Вăл çуртсем çунас та çук мĕн те, насус час килеймен. Сятра. Вăл чоашла лайăх пĕлет мĕн. Толст. Вăл иккĕре анчах пулнă, утма та тин анчах вĕреннĕ мĕн. Утăм. Тăлăха питрех те мĕн асап çынлăха кĕмешкĕн çĕр çинче. Якейк. Çораличчен çоралманни лайăх мĕн. Урмай. Чипер мĕн те, аки мар, хӳри пур та, шăши мар. (Çарăк). N. Иçăм çырли пахчинче çырла пиçсе ларнă мĕн. N. Юман çинчен пĕр çăхан çапла калать мĕн кăна. N. Пирĕн пуçран нуша иртиччен выртаяс мĕн аннен кăкăринче. НАК. Çавна курсассăн, эпĕ леш йытă чăнахах усал пулнă мĕн-ĕç, терем. Увидев это, я подумал, видно, эта собака была на самом деле нечистый дух. N. Шăналăкра сакăр хĕр, саккăрĕш те сарă мĕн, эпĕ илесси хура мĕн. Орау. Паян пасарта хăма йӳн пулнă, тит. Ăна пĕлнĕ пулсан, пасара каяс мĕн паян. Сборн. по мед. Эх, пулать мĕн çын та: хĕп-хĕрлĕ, нар пек, çапçутă сăн-сăпатлă, вырăс пек. Ну и бывают же люди, румяный как „яблоко“, белый как русский. М. Васильев. Лашисене хайхисем çаран çине яраç те, канма выртаç мĕн хăйсем. Н. Лебеж. † Ешĕл хырă çинче чăпар кукă (кукушка) ян ярать-çке мĕн аслă вăрмана, янра юлат мĕн аслă вăрманĕ. Б. Хирлепы. † Атте ывăль пуличчен шăмат кĕпçи пулас мĕн, пĕр хĕр татса çитăр мĕн. Кан. Ку вăрсене (семена) пирĕн те туянмаллаччĕ мĕн. Лашм. † Тăшмансем килессе пĕлнĕ пулсан, хываяс мĕн (кĕпер) çатăркаран, пусмассерен путса антăр мĕн. N. Йăваланса тăрсассăн, ну чавать мĕн тымарне. Изамб. Т. Упаç: масар çине шыв сапас, тет мĕн. || Употребл. для выражения обобщения. См. Оп. иссл. чув. синт. I. Истор. Арçынни-хĕрарăмĕ мĕнĕпех юланутпа çӳреме лайăх вĕреннĕ. N. Ăшăк сухаланă çĕрте вăйлă çăмăр çусассăнах, шăтса тухман тырра çерем мĕннипех юхтарса каять. Латыш. Навусне ачи мĕннипех шăпăр шăтăкне тăкать Никит. Арчă мĕнсене эпĕ сотса ятăм. N. Эй атту мĕнĕ, ахалех тăхăнтăм, çăпата сырас мен. Байгеева. Вăл пасара кайсан мана валли кулачă мĕн яланах илсе килетчĕ. Чăв. й. пур. 9°. Пухура мĕн те çынсем тепле вăрçа пуçласан та, тӳпелеше пуç ласан та, вăл Микка, унта пулсан, çапах чарнă. Регули 162. Çав кĕпе ĕçлени мĕнĕпе (мĕнпеле) виç сом тăрать. НИП. Хурăнташсем мĕнсем. Альш. Çисен мĕн тусан хĕрсем çурçĕр вăхăтнелле килĕсене таврăнаççĕ. Ib. Тепĕр кун пек, мĕн пек иртсен, каллех хулана тырă тиеççĕ. Шурăм-п. Килях малалла ирт, тесси мĕнни пулмарĕ. N. Вĕт çăмар мар, мĕн те мар, хура халăх куççулĕ. Ала 86°. Тепĕрне (сосну) тăпăлтарса кăларчĕ, тет те, тепĕр çур хули мĕнĕпе ывăтса ячĕ, тет. Чăв. й. пур. 16. Çав Пайтукан хăй патне пупсем мĕнсем пырсан, е пĕр-пĕр вырăс мĕн пырсан, хăй туха-туха тарса арăмне: епле те пулин калаçкаласа ăсат, тесе, хуша-хуша хăварнă. N. Эй анне, епле каяс вутă касма: манăн лаша та çук, мĕн те çук. Юрк. Çапла пайтахчен ĕçсен, хăй татах ӳсĕр те пулат, мĕн те пулат (и пьяным бывает и пр.). Ib. Пуян çын хĕрне илес тесен, авă çавăнне илĕпĕр; епле хĕрне курнă мĕн пур-и? Ib. † Пӳртĕмĕрсем шурă, саккăмăрсем сарă, эпир тухса кайсан пушă юлĕ, пушă та юлĕ, мĕн те пулĕ, кĕре-кĕрсем тулли чш (= шăп) пулĕ. Ib. Каласа пăхасси мĕнĕ, эсир тăрăшăр. Что, что вы поговорите — вы постарайтесь (т. е. не ограничивайтесь одними разговорами с кем-то, а действительно постарайтесь). Ib. Мĕнпе тӳрлетесси мĕн, эрехпех тӳрлететĕп, тет. Сам. 60. Пĕтрĕм эп те... пурнăç путрĕ, уяхран мĕн ӳк те вил!.. Орау. Лаша пăхма мĕн кайсан, йĕвенне ан çухат; тен кунта хăваратни. Ib. Вăл пĕр вăтăр пиллĕке мĕнелле çитнĕ пулĕ ĕнтĕ. Байгеево. Вăл пасара кайсан мана валли кулачă мĕн яланах илсе килетчĕ. Никит. Чăнахах ĕнтĕ морĕ (мор) килес мĕн пулсан нăмайĕшĕн выльăхсене вĕлерсе тухса кать-çке (= каять-çке). Ib. Сборн. по мед. Ялта урама пӳрт çумне мĕне, урам варрине юпа çумне мĕне. Сред. Юм. Канлĕ вăхăт таврашнелле мĕнелле килсе çапăн эс кôнталла (наведайся). Сам. 30. Этем çке мĕн эп те! терĕ вăл хăйне. N. Мĕн тăвасси мĕнĕ (что делать-то мне), акă? вĕрен явса çак пĕтĕм кӳле çакса вĕретес тесе калатăп. N. Вăл хăйăр тĕмисем çинче курăк мĕн нимĕн те ӳсмест пулĕ çав, терĕм эпĕ. Мĕн курăк ӳсессине калатăн (т. е. какой тут расти траве, ничего не растет).

йӳçлĕклĕ

болотистый. Календ. 1911. Шурлă йӳçлĕклĕ çаран çине пĕр ана пуçне 150—300 пăт исвĕс лучше: исвĕс тăкаççĕ.

йăвăç улми

яблоко. N. Çаран çине капан лартсан, (после сенокоса), йăвăç улми çиме юрать, теççĕ. Чаду-к. Пĕрре эпĕ хамăр çумри Тимофейсен пахчине йăвăç улми вăрлама кайрăм. Однажды я залез в сад к нашему соседу Тимофею воровать яблоки.

йăран

(jы̆ран), межа. Тюрл. БАБ. Чăвашсем иесене: ялан хирти йăрансем тăрăх анчах çӳреççĕ, тет. Хирте ĕçленĕ чухне çавăнпа нихçан та йăран çине выртса çывăрмаççĕ. Усал иртсе пынă тĕле пулсан, усал, çилленсе, мĕнте-пулин туса хăварат, тет. КС. Йăрана урлă выртма юрамаçть (т. к. загораживаешь путь злому духу в поле). Ст. Айб. Шыв йăранĕ тĕрексĕр, ана йăранĕ тĕреклĕ, теççĕ. (Послов.). Т. VII. Ана йăранлă пултăр, çаран чикелĕ пултăр (т. е. чтобы не вышло раздора. Моленье). Ч.П. Йăрансăр ана. || Борозда. К. П. Прокоп. «Ана йăранĕ еще и борозды на загоне» N. Йăран = борозда сохи. || Гряда. Тюрл. Ч.П. Сакăр йăран купăста акрăм. Питушк. Йăран хупартмалла (устроить), улма лартмалла. КС. Йăран ту, йăран хăпарт (хы̆барт), йăран купала — устроить гряды. Альш. Йăранне улăхтарсах тăракан çук. N. Суккăр такăннă та, йăран çине кайнă-ӳкнĕ (повалился на гряду). Шорк. Йăран посас, копать гряду (лопатой). Сред. Юм. Йăран хошши, пространство между двумя грядами. || Мера земли. || М. П. Петр. «Йăран — гребень, который при сплачивании досок или брусьев входит в шпунт». || Прозвище одной женщины. Сред. Юм.

вăтăр

(вы̆ды̆р), чакрыжить. Изамб. Т. Эпир ĕнер çиччĕн пĕр ана ыраша вăтăртăмăр та тухăрăмăр (шибко жали). Ib. Пĕр çаран утă вăтăрса тухăрăмăр. Ib. Ĕнер кунĕпе вăрман вăтăртăмар (рубили дружно, шумом, быстро). || Выдирать с корнем (иногда без корня). Альш. Пахчана кĕнĕ те, пĕтĕм сухана (лук) вăтăрнă-тухнă. Ib. Кĕпçене кайнă та, кĕпçе темĕн чухлĕ вăтăрса килнĕ (нарвал). Ib. Вăрман тымарĕсене вăтăраççĕ-кăна. КС. Çав çын пирĕн усрава пынă та, йывăççене йăлт вăтăрса тăкнă. М. Васильев. № 3, 37. Пăртак ларса канать те, каллах пуçлать вăтăрма (выдергивать, выдирать шиповник). Сред. Юм. Эпир пĕррĕ (= пĕрре) калĕмпĕре кайрăмăр ôнпа та, ô вăтрать (= вăтăрать) анчах калĕмпĕре; эп кăлт та татаймарăм, ô пĕр çĕклем туса тавăрăнчĕ. || Орау. Аллине вăтăрнă-ха (= каснă, порезал) вăл, çавăнпа чĕнмесĕр ларать. КС. Çăккăра ма вăтăрса тăккăрăн? Что ты сколько хлеба-то накромсал? (т. е. нарезал много, и больше, чем нужно). || Иногда усиливает значение другого гл. Калашн. Хăй çара аллине вăтăрса шăлса.

йĕкелĕ

то же, что йĕкерлĕ. Фин. Финляндира мĕнле кăшт йĕкелĕрех çĕр ан пултăр: çаран-и, тырă акакан çĕр-и, пурне карнисемпе кара-кара илнĕ (загорожена).

йĕтĕн

(jэ̆д’э̆н’, jэ̆дэ̆н’, jэ̆дэ̆н), лен. Юрк. † Айлăм айне йĕтĕк актартăм, йĕтĕн тутăри эпĕ турăм. Ядр. Йĕтĕн çип пир кĕпи. Ib. Йĕтĕн çин тоттăр. Сорм-Вар. Йĕтĕн çип тутăрĕ. Ib. † Йĕтĕн пирри пулсассăн, алăра тытса тăрас, тет. N. Йĕтĕн сӳсе çиппи çинче(= çинçе) пулать. Изамб. Т. Хăшĕ çаран çине йĕтĕн сарат. N. † Анкарти хыçне йĕтĕн акрăм, ăна çăлса сарма кам пырĕ? Якейк. † Хамăр ялăн хĕр ори йĕтĕн варри чăрки пак. С. Дув. † Пыраттăм, пыраттăм эп çулпала, йĕтĕн картисене тĕл пултăм. Ч. П. Эпир йĕтĕн кĕпи тăхăнас çук. Коракыш. Уйра ылтăм пуçлă ача, ларĕ. (Йĕтĕн пуçĕ, головка льна). Альш. Ваттисен килте тутарнă хура шĕлепке е çула та йĕтĕн çĕлĕк (у стариков бывает...). Чураль-к. † Пурçăм туттăр пирĕн аки, эпир тепре киличчен йĕтĕн туттăр пулминччĕ. Пазух. Йĕтĕн тутăр çыхакан пурте çук çын хĕрĕ мар. Ч. П. Йĕтĕн сар, стлать лен.

Эл-кӳл

(к̚ӳл’), назв. известного озера в Цив. у. Нюш-к. Нюш-к. Эл-кӳлрен Эл-кӳл пырĕ юхса анать (впадает в Маштаващ). Нюш-к. Эл-кӳл мĕнле пулни çинчен халăхсем хушшинче калакан юмах. Ĕлĕк-авал Эл-кӳл вырăнĕнче çаран пулнă, теççĕ. Çав Эл-кӳл вырăнĕнче аякри чăвашсем çаран çулнă чухне, утаманĕ виçĕ лашапа пычĕ, тет те, утă çулакансене сирĕлме хушрĕ, тет. Çынсем сирĕлсессĕн, утаманĕ куçран çĕтрĕ, тет. Вара çаран вырăнне шыв тухса тулчĕ, тет.

эрĕм

(эрэ̆м), полынь. Сред. Юм. Эрĕм или арăм-утă, полынь. Зап. ВНО. Буин. Ачана сивĕ (чир) тытать, эрĕм шывĕ ĕстерес. С ребенком лихорадка, его надо напоить полынной водой. V. сапарши. Хып. О7, № 12. Тавра ялсен тыр ӳсĕ, пирĕн ялсен ер(ĕ)м ӳсĕ. Именево. Эрĕм (шуррн) хаяртан аван; ахаль çиеççĕ е вĕретсе ĕçеççĕ. Ача çуралсан, пӳсĕр çулахасран çухе çĕре çулçине çыхса хураççĕ. Собр. П. И. Орл. Хура эрĕм. Вăрмаита, çаран çинче, тата ана çинче те ӳсет. Собр. Н. И. Орл. Шур эрĕм. Ана çинче те, çаран çинче те ӳсет. Сив чиртен вĕретсе ĕçеççĕ. Вар ыратсан, чăмласа хăсаççĕ; унтан вара ăш ыратни иртет, теççĕ. Изамб. Т. 1) Хĕрлĕ эрĕм, 2) шур эрĕм, полынь. Хĕрлĕ эрĕме вĕретсе ĕçеççĕ. То же слово у А. Турх., СПВВ., Н. Седяк. У Юрк напис.: эрем (siс!): хури, шурри.

илĕн

описка вм. илен? Собр. 3540. Çав çаврака çаран çинче мăшăр кайăк пур, теççĕ; ир тăрсан та çаклатать, каç тăрсан та çаклатать, епле илĕнсе епле пурăнам?

Илпек

(Ил'бэк), изобилие, спорынья. СПВВ. «Илпек, илпеклĕ пултăр, изобилие, спорынья» (т.-е. abundantia). Срв. Золотн. 12, Начерт. 89. СПВВ. МС. Илпек: ку çаран санăн илпекрех, теççĕ.

илт

неизв. слово в сочетании: Илт улăхĕ, назв. лугов около с. Янгорчина, Тойсинской вол. Ядр. у. Пирĕн ялăн тата çаран ӳстермели (siс!) вырăнсем пур. Вăл вырăнсене улăхсем теççĕ. Вĕсем акă мĕн ятлă: Илт (scr. Ильт) улăхĕ, Масар улăхĕ, тата Тукай умĕнчи улăх.

исен

(изэн'), неизв. гл. Встречается в загадке. Собран. Исенет, писенет, çулталăксăр тапранмасть. (Уçăм, т.-е. озимь). С «писенет» срв. каз.-тат. бiзäн «украшаться». N. Исенет, писенет, çулталăксăр тапранмасть. (Çаран, т.-е. луга). Городище Б. Исенет те писенет, çулталăксăр тапранмасть. (Уçăм). По толкованию Угандеева: «мучится в течение года и только после этого принимается». Едва ли так. Ракова. Исенет, писенет, çулталăксăр тапранаймас. (Çаран).

Ишер

неизв. слово в песне. Шумш. Ишер-ишер, ишерепи. Ту-си (чит.-çи?) çаран-ана çинче, Якки капан картинче пăркаланса утă çолать.

улăх

олăх, луга по берегам рек. Микушк. Улăх = луга но берегам реки. Н. И. Полорус. Улăх — шыв хĕрринчи çаранлăх. К.-Кушки. Улăх — заливные луга. Сред. Юм. Атăл улăх улма пик, пирн пиччесем улпут пик. Янтик. Улăх — луга на ровном месте, по берегам или около берега речки. Сред. Юм. Олах — ровная, низкая, весной затопляемая местность по берегам рек. О сохр. здор. Çур-кунне шыв, çырмаран тухса, улăхалла сарăлса каять. || Луга на берегу реки, поросшие кустами. Паас. || Луга вообще. В. Олг. Олăх = луг вообще. Орау. Çил улăхран вĕре пуçларĕ. Подул луговой ветер. || Мелколесье. Ст. Чек. Улăх — вак йăвăçсем, хăвасем, вĕренесем, каврăçсем, пилешсем, çĕмĕртсем ӳсекен вăрман. Ст. Чек. Çак çулпа пырсан-пырсан çак çул урлă пĕр çул каççа каять; вăл çулпа каяр та, улăха кĕрĕр; улăхра çул икке уйăрăлат, сылтăм çулĕпе каяр вара эсĕр. П. Пинер. † Аслă улăх витĕр çил вĕрет, çĕмĕрт çеçки çыхланать. N. Ула-каяк явине улăхĕпе шырăн, тупаймăн. Юрк. † Улăх витĕр тухнă чух, çĕмĕрт çинче пирĕн куç. Ст. Ганьк. Аслă улăх варринче вăрăм чăрăш тăрринче, куккук ларать авăтса. По объясненню чув. из. д. Богдашкиной (Пухтел), в улăхе могут рости и крупные деревья (пĕрене пеккисем). || Реденький, вырождающийся лесок. Изамб. Т. Пăртак йывăçсем пулать унта (кусты и пр.). || Якейк. Олăх — луга (всякие), но без травы, напр., зимою или после сенокоса, когда уже все убрано. См. çаран. || Прогалина, поляна в лесу. Ст. Чек. Улăх — вăрман уççи. . Улăхран каяр. || Именево. Улăх — пысăк уй. || Иногда имеет значение острова. Череп. || Назв. местности около Анатри-Каччел. Нижн. Качеево. Вăл ялти хăвалăха Улăх теççĕ. || В след. примере точное значение слова установить трудно. Собр. 118. Аттепе анне хушшинче улăх пек (= пысăк) пĕвĕме ӳстертĕм. N. Ăрама улăх пак пӳрт янтăрать. Ч. П. Улăх тăрри улма пек. || Альш. Улăх — хир ячĕ (назв. поля). || Назв. селения Олыхи, Ядр. у. Магн. Олăх хопламăш, ачи-пачи пăчламăш.

утас

шаг. Хирь-бось. Эп виç утас сарлакăшне сиксе каçатăп. IЬ. Контан çав пӳрт патне алă утас полĕ. IЬ. Çак çаран çинче кашнă утасрах кăткă тĕмми. Чуратч. Унччен те пулмарĕ, пĕр çын, хамран пĕр пилĕк утасра анчах: тытрăм вĕт сана! тесе кăçкăрса ячĕ. IЬ. Манăн хыçра, пĕр виç утасран, Карачăм тăрать. Орау. Виççĕ çапаканни виçĕ утас парать (при игре в лапту: отходит от черты — çыра — на три шага).

отă

утă (оды, уды), остров. Щ. С. Утă, остров. Сред. Юм. Тинĕс уттинче, на морском острове. Жит. св. Апрель. Пиртен чилай аякра, çур-çĕр енче, Архангельск кĕпĕрнинче, Шурă тинĕсĕн пушă утти çинче. Сред. Юм. Лашасĕие кĕр-кôнне йăлăма утта ятăмăр та, киле илсе тавăрăннă чôх тытса чармалла мар: самăрăлса капнă та, пĕрех-май тăрăх чĕвен сикеççĕ. || Роща среди поля. Пшкрт. Мы̆н оды̆ра мы̆н шэ̆шкэ̆, мыри ларат шоп-шоры̆. IЬ. Оj вариынџä шэ̆шк оττиы. Среди поля ореховая роща. Дик. леб. 34. Уттипе ларакан çав чăтлăх ăшне нихăçан та, хĕвел çути ӳкмен. Шибач. Ота (или вĕтлех) — кусты. Вомбу-к. Отă (вĕт вăрман). || Луговина; лощина, местность. М. Н. Петров. Ч. С Пирĕн ялăн, сĕрен пулсан, çавă Була (чит. Пăла) уттинче ут яратчĕçĕ, тет. || Отă (ады̆), назв. поля, на север от с. Иккова, Чебокс. у. || Именево. Утти (т. е. утă+афф. 3-го л.) — утă çулмашкăн тасатнă çĕр. Встречается в сложекии: Ваççа утти', назв. чищобы. || В след. текст утти попало по ошибке. Ходар. Атăл урлă, тинĕс урлă шур сухал старик утти килнĕ, тет, çак Çумкка çинчен куç ӳкнисене кăларма. Тфу! (Заклинание от сглаза во время оспы — шатра). || Участочек, островок. ЙОН. Уттăн-уттăн (островками) хăла-çырли; пĕр çырлине анчах çырăм, çуратнă çĕр-шуран уйăрлтăм. Янш.-Норв. † Утăн-утăн ут-кăшкар утăн ури айĕнче. Сорч-Вар. Отăн, отăп çĕр çырли, пĕр çырлине татрăм-хыпрăм, çĕр-шуран уйăрăлтăм. КС. Хăш çерем çинче утти-уттипе (как бы островками) карта кăмпи пит нумай юлать. IЬ. Хăш вăрманта утти-уттине пушăтлăх кантăр пек ларать. В ином лесу молодая липовая поросль, годная на лыки, растет густо, как конопель, (целыми) островками. IЬ. Çаран çинче уттăн-уттăн (местами) пĕтĕмпех лаша-кăшкарĕ (конёвий щавель). || Долина(?). Рекеев. «Важно бы выяснить слово ут или утă — долина. От этого слова происходят чувашские «Атăл утти, типĕс утти». Интересно то, почему речную долину чуваши назвали ут или утă. Не потому-ли, что в старину чуваши расселялись по долинам рек и по ним же ходили (утнă) искать удобные места для селения? А может быть, Атăл утти значит весеннее шествие (течение) реки Волги, также и место весеннего течения других рек, или место разлива реки?»

утмăл-турат

назв. раст., василек. Нюш-к. Утмăл-турат, centaurea cyanus. Анненков. Отмăл-торат — василек. Рах., Кайсар. № . Утмăл-турат. Çаран çинче те ана çинче ӳсет. Альш. Хире утмăл-турат пит пуссассăн, ăпа ют хире ăсатаççĕ, теççĕ, тет Емен старик. СПВВ. ИА. Утмăл-турат пулнă çул тырă аван пулать, теççĕ. Шумерля. Отмăл торат, василек. Юрк. † Сĕлĕ çинче утмăл-турат, пусаттăр вăл сĕллине. || В. Ом. Отмăл-торат, растение. Ст. Чек. Утмăл-турат — растение (не василек). || Паникадило. Сред. Юм. Отмăл-торат = 1) паникадило, 2) васияек, 3) украшение из соломы. Сред. Юм. Утмăл-турат — çур-тырри çинче питĕ туратлă, кăвак чечеклĕ пулакан курăк.

ушкăн

ошкăн, толпа, группа, стая. Изамб. Т. Хам çумри укçа çак сирĕн ушкăна (толпу) илме çитет. N. Çавăнтах тата пĕр çаран урлă урăх ушкăнсем пулнă. Çав ушкăнтн пĕр ачи эпир унта выртнине пĕлнĕ те, пире хăратма пынă. Бес. чув. 1. Кăшт тăрсан, çак ушкăн иртсе кайнă çулпах тепĕр ушкăн лав хăпармалла пулчĕ. IЬ. Акă ĕнтĕ у... ялĕ чиркĕвĕ умĕнчен ер ушкăн иртсе кайрĕ, вăл, кĕпер çине анса, тăвалла хăпара пуçларĕ. Ч. П. Хĕр ушкăнĕ. Беседы и шутки. Çавă ырă çынсем ушкăнĕ пур инкек-синкек лекнĕ çынсене пулăшса тăрать. Янтик. † Ушкăн-кăна ушкăн тупăлха, чăн хĕррине эпир касрăмăр; ушкăн-кăна ушкăн сарă хĕр, чăн саррине эп илтĕм. Альш. Ларать пĕр ушкăн вăрман. || Общеетво, часть общества. Мошк. † Çак ял ушкăнче (в этой деревне) çӳрерĕм, сирĕн пек ыр çынсем тупмарăм. || Компания. Ч. С. Ачасем пурте тăрсан (проснулись), Тимахви старик: ах турă, ачасем, эпĕ пит хăрушă тĕлĕк куртăм: кĕçĕр эпир, çак хамăр ушкăнрисем, пурте пĕрле пулса, пĕр пĕчĕкçĕ юман касрăмăр, ахăр ялта кам-та-пулин вилет пулĕ, терĕ. || Артель. N. Выçă аптăранă çынсем ушкăнĕ-ушкăнĕпе (артелями) ыйткаласа çӳреччĕç. || Селение, часть селения. НАК. Пирĕн патăмăрта Аты-касси ятлă виçĕ ял пур: пĕрине, хушăран вырăссем пурăннăран, Вырăсла-Ушкăн-Аты-касси теççĕ, тепĕрине Кив-Ушкăн-Аты-касси теççĕ, виççĕмĕшне, пирĕн яла, Çĕнĕ-Ушкăн-Аты-касси теççĕ. N. Анатри ушкăн, тури ушкăн (назв. концов деревни = кас). || Связка. N. Вăл тăрать та — кăмака çине хăйă ушкăнĕ çыхса хунă, тет, — çавна илет те, сăкманпа чĕркесе, хăй выранĕ çине выртарать. Изамб. Т. Мăлтан ушкăн-ушкăнпа пит хытă (туго) çыхаççĕ (липовую кору). || Раз. N. Анне пире тепĕр ушкăн пăхрĕ те, виçĕ хут вăрăммăи сывласа ячĕ те, унăн сывлăшĕ тухса карĕ. Ст. Чек. Унтан виçшер витре вара виç ушкăн сапаççĕ. || Прием (раз). КС., И.П.Т. Малтан пĕр ушкăн ярса силленмесен, татах вара: çырлах! пил ту! çырлах! Пил ту! тесе, каллах çурăм тăрăх хăлхи шăтăксе ярать. (Уй чӳкĕ. Юрк. Икĕ тăшмăнсем пĕр ушкăн вăрççа илчĕç. || Часть. Толстой. Унăн (у нее) пĕр ушкăн пырши йăтăнса тухса, типĕ çулçăсем тăрăх сĕтĕрĕнсе пырать. || Время (от времени). Белая Гора † И, ушкăн та ушкăн ăш çунать; хăш вăхăта çитсен сӳнĕ-ши? Альш. † Хамăр тăван аса килсессĕн, ушкăн-ушкăн куç-çулĕ юхать-çке. || Кучка. N. Вăл ял патĕнче пĕр ушкăн çăка йывăçĕсем ӳсеççĕ. || Вереница. Дик. Леб. 42. Сасартăк вĕсенчен карап ушкăнĕ пулать-тăрать (они обратились в корабли).

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

зеленеть

глаг. несов.
1. симĕслен (тĕспе); бронза зеленеет от времени бронза вăхăт иртнĕçем симĕсленет
2. 1 и 2 л. не употр. ешер, симĕслен; луга зеленеют улăх-çаран ешерет
3. 1 и 2 л. не употр. симĕсĕн курăн; вдали зеленеет роща инçетре вăрман симĕссĕн курăнать

коростель

сущ.муж. (син. дергач)
карăш (улăх-çаран кайăкĕ)

луг

сущ.муж., множ. луга
улăх, çаран; пойменные луга йăлăм улăх-çаранĕ

луговой

прил.
улăх -ĕ; çаран -ĕ; улăх-çаран -ĕ; луговое сено çаран ути

пашня

сущ.жен., множ. пашня
ана, пусă (сухалани); яровая пашня çуртри пусси; пашни и покосы ана-çаран

покос

сущ.муж.
1. утă çи, утă вăхăчĕ; наступил покос утă вăхăчĕ çитрĕ
2. çаран, улăх; лесные покосы вăрман çаранĕсем

сено

сущ.сред.
утă; луговое сено çаран ути; сушить сено утă типĕт

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

тучный

1. мăнтăр, самăр, тачка, кӳпшеке, шыçмак; 2. тырă лайăх пула кан (тăпра); 3. сĕткенлĕ, çăра кураклă (çаран, улăх).

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

заповедный

прил. 1. (неприкосновенный) усрав; заповедный лес усрав вăрман (касма юраман вăрман); заповедные луга усрав çаран; 2. (хранимый в тайне) вăрттăн; заповедная дорога вăрттăн çул; 3. (заветный) хаклă, чи çывăх; чĕре патĕнчи, чун патĕнчи; заповедная мечта чĕрери ĕмĕт.

запустить

сов. 1. что, чем (бросить) пер, вăркăнтар, ывăт, ывăтса яр; 2. кого-что (заставить взлететь) вĕçтер, яр, вĕçтерсе яр; 3. что, разг. ĕçе яр, тапратса яр; запустить мотор мотора тапратса яр; 4. что, разг. (засунуть; вонзить) чик, чиксе яр, тир; запустить руку в ящик алла ещĕке чиксе яр; запустить когти чĕрнесемпе тирсе ил; 5. кого-что кĕрт, кĕртсе яр, яр; запустить лошадей на луг лашасене çаран çине кĕртсе яр; запустить рыбу в пруд пулла пĕвене яр; ◇ запустить руку (или лапу) çавăрса ил, ярса ил.

кочковатый

прил. тумхахлă, тĕмескеллĕ, тылла пуççиллĕ (çаран).

лава

ж. воен. лава (утлă çаран тăшмана çавăрса илсе атакăламалли стройĕ).

луг

м. улăх, çерем, çаран; на лугу улăхра; болотистый луг шурлăхлă çаран; заливной луг йăлăм.

луговой

прил. улăх ⸗ĕ [⸗и], çерем ⸗ĕ [⸗и], çаран çинчи, йăлăмри; луговое сено улăх ути.

лужайка

ж. çерем, пĕчĕк çаран, вăрман уçланки.

пашня

ж. ана, пусă; озимая пашня кĕр-тырри ани; пашни и покосы ана-çаран; пашня в лесу пылăх.

пойменный

прил. ейӳ (е йăлăм) ⸗ĕ [⸗и], йăлăмри, шыв илекен; пойменные луга ейӳ çаран; пойменное сено йăлăм ути.

покос

м. 1. (косьба) утă çулни; 2. (время косьбы) утçи; 3. (место косьбы) çаран, улăх; утă карти; пашни и покосы ана-çаран; делить покосы çаран валеç; 4. (ряд скошенной травы) паккуç; сделать ещё один покос тепĕр паккус тух.

покрыться

сов. 1. витĕн, пĕркен; покрыться одеялом утиял витĕн; 2. ⸗лан [⸗лен ], хупăрлан, ӳк, тыт; покрыться мохом мăклан; покрыться тучами пĕлĕтлен; покрыться инеем пасарса лар; покрыться пеной кăпăка ӳк; Волга покрылась льдом Атăл ларчĕ; покрыться зеленью (листвой) симĕслен, чĕрĕл; земля покрылась снегом çĕр юрпа витĕнчĕ; покрыться водой шывпа хуплан; 3. (усеяться) пус, тапса тух, ая пул; покрыться сорняками çум айне пул; луга покрылись цветами çаран чечеке ларнă; 4. (возместиться) тӳлесе татăл, саплан.

просторный

прил. анлă, аслă, ирĕк; (об одежде) шалпар; просторные луга анлă улăх-çаран; просторная комната аслă пӳлĕм.

сенокосный

прил. 1. утă ⸗ĕ [⸗и]; сенокосная пора утçи, утă вăхăчĕ; 2. улăх ⸗ĕ [⸗и]; сенокосные угодья улăх-çаран.

травянистый

прил. 1. см. травяной; 2. (сходный с травой) курăк пек (е евĕр); травянистые папоротники курăк евĕр упасаррисем; 3. (поросший травой) курăклă; травянистый луг курăклă çаран; 4. перен. разг. (безвкусный) тутăсăр, шывак, курăк тути калакан.

тучный

прил. 1. (упитанный, толстый) самăр, мăнтăр, кӳпчем, шыçмак, тачка; тучный мужчина тачка арçын; тучный скот кĕрĕ выльăх; 2. (плодородный) пулăхлă, тухăçлă, мăнтăр (тăпра); 3. (налившийся; полновесный) тулли, сулмаклă, тĕш; тучный колос тулли пучах; 4. (сочный, густой о траве) вăйлă, парка, сĕткенлĕ, çăра; тучный луг вăйлă курăклă çаран.

угодье

с. çĕр, вырăн; сенокосные угодья улăх-çаран; лесные угодья вăрманлăх; земельные угодья усă куракан çĕрсем.

усеяться

сов. тапса тух, шăтса тул; луга усеялись цветами çаран çине чечексем тапса тухнă.

цветистый

прил. 1. (покрытый цветами) чечеклĕ; цветистый луг чечеклĕ çаран; 2. (пёстрый) тĕрлĕ тĕслĕ, чечеклĕ, чăпар; 3. перен. (витиеватый) тĕрленчĕк, эрешлĕ, хитрелетнĕ; говорить цветистым слогом хитрелетсе калаç.

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

çаран

болын

Йоханнeс Бeнцингăн (Benzing) нимĕçле-чăвашла словарĕ

Wiese

zaran
çаран

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

çаран

см. çерем.

çерем

«мурава», «всякое невспаханное место, покрытое мелкой травой», «дёрн», «целина»; тат. чирем «дёрн», «мурава»; «целина»; азерб. чәрән «вид кормовой травы, растущей на равнине»; ср. бур.-монг. шэрэм «молодая травка», «мурава», «дёрн». По-видимому, одного корня с ним и çаран «луг», «суходол».

Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ

Вут çумăр çăвать

Вут [вутлă] çумăр çăвать огненный дождь идет.
Вут çумăр çăвать çумра, Çире снарядсем çухăраççĕ, Çаран хĕрелет çулăмра, Çунса ялкăшать хура çĕр. А. Алка. Салтакăн, вутлă çумăр çусан та, тухса каяс пулать. Л. Агаков.

Ташша ил

Ташша ил [илтер, сӳ, çап, çаптар, тӳ, яр] вовсю плясать.
Тӳпе шăтать, Çумăр ташша илет, Çĕре ӳкет те çӳлелле сикет. Г. Ефимов. Пурте утаççĕ, хĕвĕшеççĕ е тата карталанса тăнă та ташша илтереççĕ. Я. Львов. Çамрăк-кĕрĕмсем, Ывăл-хĕрĕсем, Тăрăс-тăрăс сиксе, Алă çупса, Çăмăл ташăсем сĕвеççĕ. Н. Полоруссов-Шелепи. Юрă пек, юмах пек Шупашкарăн Каччисем ташша çапнă чухне. В. Урташ. Ай, кĕрхи каç кĕрнеклĕ çав ытла. Ташша çапаççĕ йăлтăр çăлтăрсем. Г. Ефимов. Вара юрăсем шăрантараççĕ, ташша çаптараççĕ, ушкăнăн-ушкăнăн пухăнса, тĕрлĕ япаласем çинчен калаçаççĕ. М. Кипек. Линкка-линкка кĕввипе ташша турĕç кăна хĕрпе каччă. Л. Агаков. Йăмăкĕсем вашăк çаран хĕрринче, ешĕл çерем çинче, ура хуçса ташша яратчĕç. В. Ухли.

Шăршă кĕрет

Шăршă кĕрет пахнет чем.
Çывăхри садсенчен панулми шăрши кĕрет. В. Алакĕр. Ирпе ирех сĕтпе çӳрет хĕр, Çаран шăрши кĕрет сĕтрен. К. Кулиев. Таврара ирĕлекен юрпа ăшăнакан çĕр шăрши кĕрет. А. Емельянов.

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

лап

нӳрлĕ çаранлăх. Пĕр теçеттина çаран çине 70 – 200 пăт кĕл тăкма пулать. Кĕл нӳрлĕ (лапри) çаранлăхра питĕ усăллă [Çулталăк 1910:41].

çаран

çерем. Кайса пăхăр-ха ĕнтĕ (çеремсем) çарансем çине, мĕн туса хунă ĕнтĕ выльăхсем! [Селивановский 1910:9].

Чĕрчун ячĕсен чăваш-вырăс-латин словарĕ

чеклетӳçĕ

чекан — saxicola [çерçи йышши вĕçен кайăк]; çаран чеклетӳçи луговой чекан — saxicola rubetra; xyрa пуçлă чеклетӳçĕ черноголовый чекан — saxicola torquata

Çавăн пекех пăхăр:

çарамаслан çарамаслантар çарамассăн Çарамсан « çаран » Çаран карти çаран чеклетӳçи Çаран-çырми çаран-курăк çаран-хурал

çаран
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150