Шырав: эпĕ

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

айăп

1.
вина
проступок, провинность

ку ман айăп мар — это не моя вина
айăпа çын çине йăвантар — валить вину на другого
айăпа пытар — скрывать (свою) вину
мĕн айăпшăн? — за какую провинность?
айăпа кĕр — провиниться
мĕн айăпа кĕтăм вара эпĕ? — чем же я провинился?
айăпа хур — обвинять
айăпа юл — 1) быть виновным 2) быть осужденным

айăплă

виновато
айăплă çын — виновный человек
куншăн вăл айăплă — в этом виновен он
эпĕ айăплă мар — я невиновен

анчах

3. союз против.
а, но, да, однако
эпĕ пырăп, анчах халь мар — я приду, но только не сейчас
пĕлессе пĕлет, анчах каламасть — знать-то он знает, но не говорит

арпаштар

4.
путать, принимать за другого, за другое
эпĕ ăна урăх çынпа арпаштарнă — я спутал его с другим человеком

асăрха

1.
замечать, подмечать
халăх хушшинче палланă çынна асăрха — заметить знакомого в толпе
çитменлĕхсене вăхăтра асăрха — вовремя подмечать недостатки
эпĕ асăрхамарăм та — я и не заметил
асăрхаса тăр — замечать, примечать
асăрхаса юл — заприметить

асран-тĕсрен

редко, иногда, изредка, от случая к случаю
эпĕ кунта асран-тĕсрен çеç килкелетĕп — я здесь бываю лишь изредка

аташтар

2.
принимать (за кого-л. другого, за что-л. другое),
путать
эпĕ вĕсене ялан аташтаратăп — я их все время путаю

аттата

межд.
выражает удивление

ба

аттата! кама куратăп эпĕ? — ба кого я вижу!

аякран

1.
издали, издалека
аякран кил — приехать издалека
эпĕ ăна аякранах палласа илтĕм — я узнал его издали

аякри

1.
далекий, дальний, находящийся вдали
аякри çутăсем — далекие огоньки
аякри районсем — дальние районы
эпĕ аякрисем — я из дальних мест

виçĕмкун

позавчера, третьего дня
эпĕ виçĕмкун таврăнтăм — я вернулся позавчера

ерçӳллĕ

праздный, досужий, свободный
ерçӳллĕ çын — праздный человек
ерçӳллĕ вăхăтра — на досуге
эпĕ кăнтăрлаччен ерçӳллĕ — я до обеда свободен

иккĕлен

2.
сомневаться, колебаться
иккĕленсе калаç — говорить неуверенно, колеблясь
пĕр иккĕленмесĕр — без всякого сомнения
нимĕн иккĕленмелли те çук — нет никаких сомнений
иккĕленсе ан тăр! — не сомневайся!
эс пулăшасси пирки эпĕ иккĕленмен — я не сомневался в твоей помощи

инçе

далеко, далеко
инçе çул — дальняя дорога
инçех мар — не так далеко
унта çитме инçе — туда идти далеко
эпĕ мечĕке санран инçе петĕм — я кинул мяч дальше тебя
Хума инçе хурсассăн, илме çывăх, теççĕ. — посл. Дальше положишь — ближе возьмешь.

инçетрен

издали, издалека, издалека
инçетрен пăх — смотреть издали
вăл инçетрен килнĕ — он приехал издалека
эпĕ ăна инçетренех палларăм — я узнал его издали

кала

10.
советовать
эпĕ сире маларах пыма каланă пулăттăм — я бы советовал вам прийти пораньше

кап

II.

1. подр. —
о быстром и неожиданном действии

эпĕ ăна аллинчен кап! ярса тытрăм — я его цап за руку
пулă вăлтана кап! хыпать — рыба жадно хватает крючок с наживкой

катăк

6.
хуже
эпĕ унран мĕнпе катăк? — чем я хуже его?

кашаман

присловье в сказке к слову кашкăр:
эпĕ кашкăр-кашаман, эпĕ упа-утаман — фольк. я волк-кошевой, я медведь-атаман ("Туй-тупалак")

каярах

3.
позже, позднее
икĕ кун каярах — 1) два дня тому назад 2) на два дня позже
эпĕ санран каярах çитрĕм — я пришел позже тебя

кăмăл

2.
настроение, самочувствие, расположение духа
пусăрăнчăк кăмăл — подавленность
тулли кăмăл — удовлетворенность, удовлетворение
хаваслă кăмăл — радостное настроение
кăмăла кай — нравиться, прийтись по вкусу
кăмăла кил — нравиться, прийтись по вкусу
кăмăла пăс — испортить настроение
кăмăла хуç — испортить настроение
кăмăла пусар — успокоить душу, утешить
кăмăла çавăр — 1) привести в хорошее расположение духа 2) угодить, ублажить
кăмăла уç — 1) привести в хорошее расположение духа 2) угодить, ублажить
кăмăла çемçет — смягчить душу, сердце
кăмăла çĕкле — поднять настроение, воодушевить
кăмăла хăпарт — поднять настроение, воодушевить
кăмăла хытарса — скрепя сердце
эпĕ ăна хам кăмăлпа турăм — я это сделал по своей воле
Кăмăл вылянă хыççăн ан çӳре. — посл. Не следуй за игрой настроения.
Кăмăла хирĕç кăмăл. — погов. Добро за добро.

кăмăл

3.
желание
кăмăл пур — есть желание (делать что-л.)
кăмăл çук — нет желания
кăмăл ту — желать, хотеть
эпĕ кинона кайма кăмăл тăватăп — я хочу пойти в кино
кăмăла çырлахтар — удовлетворить желание
кăмăла тултар — 1) исполнить желание 2) доставить удовольствие

кăмăлла

1.
любить кого-что-л.,
симпатизировать
кому-чему-л.,благоволить к кому-л.
кăмăлламалла çын — симпатичный человек
кăмăлласа вула — читать с удовольствием
вĕсем пĕр-пĕрне кăмăллаççĕ — они любят друг друга
эпĕ ăна кăмăлламастăп — он мне несимпатичен, я его не люблю

кăмăлла

4.
облюбовать
эпĕ çак чечеке кăмăлларăм — я облюбовал этот цветок

кăмăллă

довольно, с удовлетворением
эпĕ унăн хуравĕпе кăмăллă — я доволен его ответом
кăмăллă пул — быть довольным, довольствоваться

кăна

1.  частица огранич.
только, лишь
вĕсем иккĕн кăна пулнă — их было только двое, они были только вдвоем
эпĕ ĕнер кăна çитрĕм — я прибыл лишь вчера

кăтăш

кăтăш пул
заснуть
задремать, вздремнуть

эпĕ кăшт кăтăш пулнăччĕ — я было немного задремал

кĕт

2.
ждать, ожидать что-л., чего-л.
рассчитывать, надеяться на что-л.
кĕтменччĕ — не ждал, не гадал, а...
кĕтмелли те çук — нечего ожидать (бесполезно)
çакна кĕтнĕ те эпĕ — этого я и ждал
Ансата кĕтекене хăйне йывăр пулнă. — погов. Кто рассчитывает на легкое, тому придется тяжело.

кил

II. глаг.

1.
глагол движения, обозначающий направление к говорящему
— перевод зависит от способа передвижения:

приходить, приезжать прибывать, являться и т. д.
пуйăспа кил — приехать поездом
вĕçетмĕшпе кил — прибыть самолетом, прилететь
çуран кил — прийти пешком
чĕнтернипе кил — явиться по вызову
вырăнсенчен килнĕ делегатсем — делегаты, прибившие с мест
каç килекен автобус — вечерний, прибывающий вечером автобус
хирĕç килекен пуйăс — встречный поезд
килĕрех! — добро пожаловать!
килĕрех! — проходите, пожалуйста!
эпĕ киличчен кĕт — жди до моего прихода
килĕç-ши вара вĕсем? — навряд ли они придут
килсе кай — приходить, навестить
килсе кĕр — 1) попасть (сюда) 2) ворваться
килсе кур — приходить повидать кого-л., наведаться к кому-л.
килсе пар — принести
килсе çит — 1) дойти, добраться (сюда) 2) настигнуть (напр. о дожде)
килсе тух —
1) очутиться где-л., попасть куда-л.
ăçта килсе тухрăмăр эпир? — куда мы попали?
2) случиться, стрястись (напр. о беде)

Пӳрни пӳрт хыçнех килет. — посл. Суженый сам к дому подойдет.
Шăнса килекене ăшăтса яр, выçса килекене тăрантарса яр. — посл. Согрей озябшего, накорми голодного.
Каврăç касма каякан пуртă çухатса килекен. — посл. Поехал ясень рубить, вернулся без топора.

килĕштер

4.
облюбовать, выбрать
эпĕ ку костюма килĕштертĕм — я облюбовал этот костюм

кунтанпа

с этих пор, с этого времени
теперь
(уж)
эпĕ кунтанпа ăна юлташ мар — ну теперь уж я ему не товарищ

кунти

здешний, находящийся, живущий здесь
эпĕ кунтисем мар — я не здешний
вăл кунтине кам пĕлнĕ — кто знал, что он здесь
кунти пек çутçанталăк урăх ниçта та çук — такой природы, как здесь, больше нигде нет

кунччен

до этого, до настоящего времени, до сих пор
паян кунччен — до сегодняшнего дня
кунччен малтан — до этого, перед этим
кунччен эпĕ хулара пурăннă — до этого я жил в городе

кур

1.
видеть, обладать зрением
лайăх кур — видеть хорошо, иметь хорошее зрение
эпĕ лайăх куратăп — я вижу хорошо
аякрине куракан — дальнозоркий
çывăхрине çеç — куракан близорукий
сулахай куç курмасть — левый глаз не видит
курми пул — лишиться зрения, ослепнуть
Хăй курмасть, ыттисене кăтартать. (Çухрăм юпи). — загадка Сам не видит, а другим указывает. (Верстовой столб).

кур

2.
видеть, воспринимать зрением
акă курăр — вот взгляните
тĕлĕк кур — видеть сны
курассăм та килмест — и видеть не хочу
хăвăрах куратăр — как (сами) видите
курах кай  — увидеть внезапно, вдруг
курмăш пул  —делать вид, что не видел
хам куçпа хам куртăм — я видел собственными глазами
аппай, кама куратăп эпĕ! — ба, кого я вижу!

Усал усала урам урлă курать. — посл. Рыбак рыбака видит издалека (букв. дурной дурного через улицу углядит).
Уя тухман, уй курман. — погов. В поле не бывал — нивы не видал.

кур

5.
испытывать, переносить
претерпевать
книжн.
инкек кур — попасть в беду
шар кур — попасть в беду
кун кур — благоденствовать, жить в довольстве
намăс кур — позориться, срамиться
намăс курмарăмăр — мы не ударили лицом в грязь
нуша курса пурăн — испытывать нужду, жить в нужде
ырлăх курса пурăн — наслаждаться благами жизни

курса ирттер —
1) прожить (какое-то время)
2) пережить, испытать что-л.
хам ĕмĕрте эпĕ мĕн кăна курман — чего только я не испытал на своем веку

Çынна усал тăвакан хăй усал курать. — посл. Кто причиняет людям зло, тот и сам его испытает.

курнăç

III. глаг.

видеться, встречаться, повидаться с кем-л.
эпĕ унпа курнăçаймарăм — мне не удалось с ним повидаться
эпир тунтикун курнăçма калаçса татăлтăмăр — мы договорились встретиться в понедельник

кӳлеш

2.
сердиться, злиться, испытывать злость
эпĕ хама хам кӳлешетĕп — я сам на себя злюсь

кӳптер

2. разг.
кормить, поить
потчевать

эпĕ ăна пайтах кӳптернĕ — я его много кормил и поил


тăшмана тăхлан кӳптер — угощать врага свинцбм

кӳрентер

обижать, огорчать
досаждать
оскорблять

вырăнсăр кӳрентер — зря обижать
сăмахпа кӳрентер — грубить, грубиянить
ахалех кӳрентертĕн çынна — ты зря оскорбил человека
кӳрентерес тесе каламастăп — не в обиду будь сказано
кӳрентерес шутпа каламастăп — не в обиду будь сказано
темĕн те пĕр каласа кӳрентер — осыпать оскорблениями
мĕн туса кӳрентертĕм вара эпĕ сана? — чем я тебя оскорбил?

лере

3.
дальше, чем...
эпĕ санран лере петĕм — я кинул дальше тебя

макăр

2. перен.
горевать, грустить
тужить
разг.
эпĕ уншăн макăрмастăп — я не тужу из-за этого
Тусне çухатакан çичĕ çул, çуралнă çĕршывне çухатакан ĕмĕр макăрнă. — посл. Потерявший друга горюет семь лет, потерявший родину — весь век.

ман

2.
разучиться, отвыкнуть
çав йăлана вăл халĕ те манман — он до сего времени не отвык от этого

манса кай —
1) забыть, запамятовать, выпустить из памяти
эпĕ кун çинчен мансах кайнă — я совсем забыл об этом
2) разучиться (что-л. делать)

мана

мест.
дат.-вин. п. от эпĕ:

манăн

I.  (ман)

мест.
притяж. п. от эпĕ:

манра

мест.
местн. п. от эпĕ:

манран

мест.
исх. п. от эпĕ

меня
с меня
от меня

вăл манран вăйлăрах — он сильнее меня
ку манран килмест — это не зависит от меня
хăп манран! — отстань от меня!
манран пулмасть — у меня это не выйдет, мне это не под силу

мансăр

мест.
лишит. п. от эпĕ

без меня
меня

мансăр пуçне — кроме меня
мансăрах кайăр — идите без меня
мансăр пултараймаççĕ — они не справятся без меня

маншăн

мест.
прич.-цел. п. от эпĕ:


1.
за меня
для меня
из-за меня, ради меня

вăл маншăн питĕ тăрăшрĕ — он очень много сделал для меня
вăл маншăн та тӳлерĕ — он уплатил и за меня

мар

1. частица отриц.
не
не-

аван мар — нехорошо
ахальтен мар — недаром
инçе мар — недалеко
пĕрре кăна мар — неоднократно, не один раз
сахал мар — немало
халь мар — не сейчас
ĕçсем чаплах мар — дела не совсем хороши
хуларан инçех мар — не так далеко от города
вăл ухмах мар — он не дурак
кăна тивер мар — давайте этого не трогать
кирлĕ мара ан калаç — не болтай впустую
лайăх та мар, начар та мар — и не хорошо и не плохо, серединка наполовинку
эпĕ хирĕç мар — я не против
çамрăках мар хĕрарăм — не очень молодая женщина
ырă мара сис — почувствовать недоброе
таçти çын мар-çке эсĕ — ты ведь нам не чужой
Ваттисем калани ахаль мар çав. — погов. Пословица недаром молвится.
Тĕнче хĕсĕр мар. — погов. Свет клином не сошелся на ком-чем-л.

мăшкăллаттар

понуд. от мăшкалла
эпĕ никама та хамран мăшкăллаттармăп — я никому не позволю издеваться надо мной

мĕнле

4. нареч. вопр.-относ.
как, каким образом
эсир кунта мĕнле çитрĕр? — как вы добрались сюда?
эсĕ мĕнле, эпĕ те çапла — как ты, так и я
хушамату мĕнле-ха сан? — как твоя фамилия?

мĕнччен

разг.
до каких пор
сколько времени

сана эпĕ мĕнччен кĕтрĕм! — сколько времени я тебя прождал!

мĕскершĕн

почему, зачем, отчего
мĕскершĕн кунĕпех пӳртре ларатăн? — почему ты весь день сидишь дома?
мĕскершĕн килтĕм-ши эпĕ кунта! — зачем только я сюда приехал!

миçе

сколько
стройкăра миçе çын ĕçлет? — сколько человек трудится на стройке?
миçе хут каланă эпĕ ăна кун çинчен! — сколько раз я говорил ему об этом!
эсĕ миçе çулта? — сколько тебе лет?

ни

I.

1. союз соед. повторяющийся
ни... ни...
ни сана, ни мана — ни тебе ни мне
ни унта, ни кунта — ни туда ни сюда
ни вăл каламарĕ, ни эпĕ ыйтса пĕлеймерĕм — ни он не сказал, ни я не спросил

ним

3. в знач. нареч.
нисколько, ничуть
совсем, совершенно

ăна ăçта курнине ним те астумастăп — совсем не помню, где я его видел
эпĕ ним те хăрамарăм — я ничуть не испугался
вăл санран ним те кая мар — он нисколько не хуже тебя

нимскерле

то же, что нимĕнле (нимле)
кунта нимскерле йывăрлăх та çук — в этом нет никаких трудностей
эпĕ нимскерле те ĕлкĕрейместĕп — я никак не могу успеть

ниçта

2.
никуда
ниçта та ан пăрăн — ты никуда не сворачивай
эпĕ ниçта та васкамастăп — я никуда не тороплюсь

нихçан

(нихăçан)

1.
никогда
эпĕ ăна нихçан та курман — я никогда его не видел
кун пекки пирĕн хулара нихçан пулман — такого в нашем городе никогда не было

нихçанхинчен

как никогда
...чем когда-либо

нихçанхинчен сивĕ — холодно, как никогда; холоднее, чем когда-либо
эпĕ хама нихçанхинчен аван туятăп — я чувствую себя лучше, чем когда-либо

палла

2.
знать
быть знакомым

палланă вырăн — знакомое место
паллакан çын — знакомый
палламан çын — незнакомый
эпĕ ăна тахçантанпах паллатăп — я его знаю с давних пор

пар

III. глаг.

1.
давать, выдавать, отдавать, отпускать
вручать

кивçен укçа пар — дать взаймы денег
лашана сĕлĕ пар — задать лошади овса
чечек çыххи пар — преподнести букет цветов
çак кĕнекене пар-ха — дай-ка вот эту книгу
паян шалу параççĕ — сегодня выдают зарплату
лайăх вĕренекен студентсене стипенди параççĕ — успевающим студентам выплачивается стипендия
памаллипех пар — отдать насовсем
парса пĕтер — раздать (все)
парса тух — раздать, вручить (всем подряд)
парса яр —
1) отдать
эпĕ ăна юлашки укçана парса ятăм — я отдал ему последние деньги
2) передать, послать что-л. через кого-л.
кĕнекене йăмăкран парса яр — передай книгу через мою сестренку
Паракантан ил, çапакантан тар. — погов. Дают — бери, бьют — беги.

пач

I.

1. чаще с усил. частицей -ах
совсем, совершенно

пачах урăхла —
1) совсем по-другому
эпĕ куна пачах урăхла ăнланатăп — я понимаю это совсем по-другому

2) в знач. частицы наоборот
— вăл сана ятларĕ-и? — он тебя ругал?
— пача урăхла, мухтарĕ — наоборот, похвалил

пач курăнмасть — совсем не видно
эпĕ ун çинчен пачах манса кайнă — я совсем забыл про это
çумкурăксене пачах пĕтернĕ — сорняки уничтожены полностью

пăсăк

3. в отриц. оборотах типа пăсăк мар
неплохо
кстати

атте-анне сăмахĕ пăсăк мар — не лишним было бы послушать родительского совета
эпĕ унта кайни пăсăк пулмарĕ — мой приход туда оказался кстати

пăх

6.
высматривать, присматриваться, присматривать кого-что-л. (себе)
хĕр пăх — высматривать, выбирать невесту
пăхса кур — присмотреть, выбрать
эпĕ хама валли пальто пăхса хутăм — я присмотрел себе пальто

пăхăн

1.
подчиняться, повиноваться
зависеть
от кого-л.
аçу-аннӳне пăхăн — повиноваться родителям
приказа пăхăн — подчиняться приказу
экономика тĕлĕшĕнчен пăхăнса тăни — экономическая зависимость
пăхăнман çĕршыв — независимая страна
эпĕ никама та пăхăнмастăп — я ни от кого не завишу

пĕл

3.
знать, иметь сведения
пĕлмесĕр юл — остаться в неведении
эпĕ кун çинчен нимĕн те пĕлмен — я ничего об этом не знал

пĕл

5.
узнавать, ознакамливаться, выяснять
допытываться

хыпар пĕл — узнать новости
ыйтса пĕл — расспросить, разузнать
пĕлсе кил — сходить разузнать
тĕпчесе пĕл — изучить, исследовать
ĕç мĕнле танине тĕпчесе пĕл — выяснить фактическое положение дел
эпĕ унăн кăмăлне пĕлсе çитрĕм — я хорошо узнал его характер
Тумтирне пăх та пурнăçне пĕл. — посл. Посмотри на одежду и узнай, как человек живет.

пĕлĕшлĕ

1.
знакомый
эпĕ унпа кăштах пĕлĕшлĕ — я с ним немного знаком

пĕлтер

2.
означать, значить
ку мĕне пĕлтерет? — что это значит?
ку эпĕ килĕшменнине пĕлтерет — это означает, что я не согласен
шухăшна пĕлтер — выразить свое мнение

пĕлтĕртенпе

с прошлого года
пĕлтĕртенпе эпĕ ăна курман — я его не видел с прошлого года

пĕрремĕшĕнчен

вводн. сл.
во-первых
пĕрремĕшĕнчен, эпĕ килĕшместĕп — во-первых, я не согласен

пĕррехинче

однажды, один раз, как-то раз
пĕррехинче ачасем вăрмана кайнă — однажды дети пошли в лес
пĕррехинче курнăччĕ эпĕ ăна — как-то раз я встретил его

пĕчĕккĕ

2. диал.
немного
эпĕ пĕчĕккĕ-ех шăнтăм — я немного замерз

пиллĕкĕшĕ

(пиллĕкĕш)

числ. собир.
все пять
пятеро
(из них)
пиллĕкĕшĕ те — все пять
эпĕ кĕнекесене пиллĕкĕшĕпех илтĕм — я взял себе пять книг
пиллĕкĕшĕ ĕçе тухман — пятеро (из них) не вышли на работу

пирвай

сначала, прежде
сперва
прост.
пирвай эпĕ те çапла шутланăччĕ — сначала и я так думал
вăл пирваях ырханччĕ — прежде он был худой

пирвайхи

первый
пирвайхи комсомолецсем — первые комсомольцы
пирвайхи юрату — первая любовь
эпĕ кунта пирвайхи хут килтĕм — я приехал сюда в первый раз

пул

4.
быть, бывать, пребывать, находиться
присутствовать

ĕçре пул — быть на работе
пĕрле пул — быть вместе
лекцире пул — присутствовать на лекции
ун чухне эпĕ хулара пултăм — тогда я был в городе
вăл кашни кунах ман патра пулать — он каждый день бывает у меня

пул

19.
с причастием на -асшăн (-есшĕн):
хотеть
вăл каясшăн пулнă — он хотел уйти
эпĕ сана ярасшăн пулман — я не хотел отпускать тебя

пула

2.
благодаря
çак эмеле пула эпĕ сывалтăм — благодаря этому лекарству я выздоровел
механизацие пула ĕç тухăçлăхĕ ӳсрĕ — благодаря механизации производительность труда возросла

пултар

II.

1.
мочь, быть в состоянии, уметь
вăл йывăр çĕклеме пултарать — он может поднять большую тяжесть
эпĕ кун пирки нимĕн те калама пултараймастăп — я ничего не могу сказать об этом
ку ача питĕ пултараканскер — этот мальчик очень способный

пурте

1.
все, все до одного
пурте тăрăшса ĕçлеççĕ — все усердно трудятся
пурте курччăр! — пусть все видят!
пурте пекех килнĕ — пришли почти все, пришло подавляющее большинство
пурин валли те ĕç тупăнать — для всех найдется работа
кун çинчен пурне те калана — об этом сказано всем
пуринчен малтан эпĕ çитрĕм — раньше всех пришел я
ку вăл пуриншĕн те паллă — это ясно для всех

пуçла

1.
начинать, класть начало, приниматься за что-л.,
приступать к чему-л.
вăрçă пуçла — развязать войну
ĕçлеме пуçла — начать работать, приступить к работе
митинг пуçла — открыть митинг
юра пуçла — запеть
пуçласа яр — начать, положить начало
авалтан пуçласа — с древнейших времен
эпĕ ăна пуçласа куратăп — я его вижу впервые
хулара тролейбуссем çӳреме пуçланă — в городе начали ходить троллейбусы

путлĕ

2.
хорошенько, как следует
толком

эпĕ путлĕ курса та ĕлкĕреймерĕм — я и не разглядел как следует

пушали

1.
пожалуй
пушали, кайма вăхăт пуль — пожалуй, уже пора уходить
пушали, эпĕ килĕп — пожалуй, я приду

пытан

1.
прятаться, таиться, скрываться
йывăç хыçне пытан — спрятаться за дерево
ăçта кайса пытанчĕ вăл? — где же он спрятался?
унран нимĕн те пытанса юлмĕ — от него ничего не укроется
пытанмалла выля — играть в прятки
Мана кĕтеççĕ, эпĕ тухатăп та тарса пытанаççĕ. (Çумăр пĕлĕчĕ). — загадка Меня ждут, а когда показываюсь — все прячутся. ((Дождевая) туча).

романтик

романтический
романтик ĕмĕчĕ — романтическая мечта
çамрăк чух эпĕ чăн-чăн романтикчĕ — в юности я был большим романтиком

самайранпа

издавна, довольно давно, с давних пор
давненько
разг.
самайранпа курасшăнччĕ эпĕ сана — давненько я хотел встретиться с тобой
самайранпах çумăр çумасть — уже порядочное время нет дождей

сана

2.
тебя
сана пула — из-за тебя
эпĕ сана курасшăнччĕ — я хотел тебя видеть
ку сана валли — это для тебя

санашкал

подобно тебе, как ты
санашкал çын — похожий на тебя человек
санашкал кам хăтланать? — кто поступает так, как ты?
эпĕ те, санашкалах, ишме пĕлместĕп — я, как и ты, тоже не умею плавать

санăн

3.
в форме сан с послелогами
переводится соответствующими предложными сочетаниями:

сан пирки —
1) из-за тебя
сан пирки кая юлма пултаратпăр — из-за тебя мы можем опоздать
2) о тебе, относительно тебя
сан пирки нимĕн те каламарĕç — о тебе ничего не было сказано

сан патна такам килнĕ — к тебе кто-то пришел
эпĕ сан хыççăн пырăп — я буду следовать за тобой

сăмахран

например, к примеру
эпĕ, сăмахран, килĕшместĕп — я, например, не согласен
сăмахран çак автор пултарулăхне пăхса тухар-ха — к примеру, рассмотрим творчество этого автора

сăна

1.
наблюдать, следить
замечать, обращать внимание

çанталăка сăна — вести наблюдение за погодой
прибор кăтартнине тимлĕ сăна — следить внимательно за показаниями прибора
çула сăнаса пыр — примечать дорогу
эпĕ сăнаман та — я и не обратил внимания, не заметил

сăнав

наблюдательный
космос сăнав станцийĕ — станция космического наблюдения
сăнав пункчĕ — наблюдательный пункт
эпĕ кăсăклă сăнав турăм — я сделал интересное наблюдение

сире

2.
вас
сире валли — для вас
сире пула — из-за вас
эпĕ сире асăрхаман та — я вас я не заметил

систер

1.
выдавать, проявлять
обнаруживать

эпĕ хамăн кăмăл-туйăма систермерĕм — я не выдал своих чувств
хурланать те пуль, макăрать пуль — систермест пуль тантăш хушшинче
фольк. может быть, она и грустит и печалится, да не показывает этого перед подругами

страхлан

возвр.
страховаться
эпĕ пушартан страхлантăм — я застраховался от пожара

сун

2.
желать, пожелать, высказать пожелание
сывлăх сунатăп сире! — желаю здравствовать!
ырă сун — желать добра, блага
ăнăçлăх сун — желать удачи, успеха
телей сун — желать счастья

усал сун —
хаяр сун —
1) желать зла, плохого
эпĕ сана нихçан та усал сунман — я тебе никогда не желал зла
2) проклинать, предавать проклятию
тăшмана усал сун — проклинать врага

сунас

1.
насморк
вăрах сунас — хронический насморк
эпĕ таçта сунас ертрĕм — я где-то схватил насморк

сып-сывă

здоровым
в полном здравии

эпĕ халь сып-сывă — я сейчас совершенно здоров
вăл сыватмăшран сып-сывах таврăнчĕ — он вернулся из больницы в полном здравии

та

2.
и, да и
эпĕ манса кайнă, вăл та астумасть — я позабыл, да и он не помнит

та

8.
так как, потому что, ибо, поскольку
эпĕ ун çинчен илтмен те нимĕн те калама пултараймастăп — поскольку я об этом не слыхал, ничего не могу сказать

так

2. частица
вообще
так юратмастйп эпĕ ăна — он мне вообще не нравится

тата

I. союз

1. соед.
и, да
икĕ сĕтел тата виçĕ пукан — два стола и три стула
эпĕ тата эсĕ — я и ты

тăвăрла

2. перен.
стеснять, причинять неудобства
эпĕ сире тăвăрласа пурăнмăп — я не буду вас стеснять

тăра-киле

постепенно, со временем, с течением времени
через некоторое время

тăра-киле куç тĕттĕмре куракан пулать — постепенно глаза привыкают к темноте
тăра-киле эпĕ ăна аса илтĕм — потом я его вспомнил
тăра-киле вăл çурт лартрĕ — спустя некоторое время он построил себе дом

тăрăхлаттар

понуд. от тăрăхла
эпĕ вĕсене хамран тăрăхлаттармăп! — я не позволю им насмехаться надо мной

тăххăр

2. в качестве обст.
девять раз

эпĕ унта тăххăр та пулнă — я там побывал уже девять раз

тĕл


тĕл килчĕ — случилось, пришлось, довелось
унта икĕ эрне пурăнма тĕл килчĕ — пришлось прожить там две недели
мана унпа курнăçма тĕл килмерĕ — мне не довелось свидеться с ним
тĕл пул — встретить, встретиться, повстречаться
эпир унпа хутран-ситрен тĕл пулатпăр — мы с ним встречаемся от случая к случаю
тепре тĕл пуличчен! — до скорой встречи!, до свидания!
ку кĕнекене эпĕ ăнсăртран тĕл пултăм — на эту книгу я наткнулся случайно

тĕлле

5. перен.
примечать кого-что-л.
эпĕ ăна тахçанах тĕллесе хунă — я его давно приметил
хĕр тĕллесе хур — присмотреть невесту для кого-л.

тĕшмĕрт

2.
догадываться
понимать
смекать
прост.
вăл ăçта пытаннине тĕшмĕртрĕм — я догадался, куда он спрятался
ку ĕçре эпĕ нимĕн те тĕшмĕртместĕп — я в этом деле ничего не понимаю
тĕшмĕртсе ил — догадаться
ăна-кăна тĕшмĕрт — смекать кое-что

тив

3.
брать, пользоваться, трогать
кĕнеке ăçта? — пĕлместĕп, эпĕ тивмен — где книга? — не знаю, я не трогал
Çынăнне ан тив, хăвăнне ан пăрах. — погов. Чужого не бери, своего не бросай.

туртăш

3.
состязаться, соперничать
тягаться
разг.
эпĕ унпа туртăшма пултараймастăп — я не могу с ним тягаться

тытăн

5.
задерживаться
эпĕ кăштах тытăнса тăтăм — я немного задержался

улталаттар

понуд. от ултала
эпĕ хама улталаттармастăп — я не дам себя обмануть

унран

2.
его, ее
эпĕ унран аслăрах — я старше его
унран пурте хăраççĕ — его все боятся

урăх

5.
в выдел. ф. урăххи в роли сущ.
другое, иное
эпĕ урăххи çинчен каласшăнччĕ — я хотел сказать о другом

хай

IV. частица
разг.


1.
-то
хай эпĕ ун çинчен маннă кайнă — я-то об этом совсем забыл

хай

2.
вот, ну вот, ну и
ак хай ăна калатăп эпĕ... — ну вот я говорю ему...

хайхи

5.
в сочет. с частицей ак
вот тебе раз, вот тебе на

ак хайхи! эпĕ ун çинчен илтмен те — вот тебе раз! а я об этом и не слышал

халиччен

1.
раньше, прежде, до настоящего времени, момента
халиччен эпĕ куна асăрхаман — раньше я этого не замечал

хапăл

радостно, с удовольствием, с радостью, охотно
эпĕ сире пит хапăл — я очень рад вам
ача пылак çиме хапăл — мальчик любитель сладкого
ку сĕнĕве хапăл йышăнатăп — я с удовольствием принимаю это предложение

хатĕр

1.
готовый
хатĕр продукци — готовая продукция
апат хатĕр — обед готбв
çапăçăва хатĕр пулни — боевая готовность
эпĕ санпа кайма хатĕр — я готов идти с тобой
колхоз çуракине хатĕр — колхоз готов к весеннему севу
xатĕр пул! — яланах хатĕр! — ист. будь готов! — всегда готов!

хăп

3. перен.
незаметно скрываться, ускользать
удирать
разг.
отвязываться прост.
эпĕ унтан аран хăпрăм — я еле отвязался от него

хăтлан

1.
вести себя, поступать каким-л. образом
вытворять
что-л.
кулăшла хăлтлан — смешить, вытворять что-л. смешное
лайăх мар хăтлан — плохо поступать, вести себя непорядочно
ухмахла хăтлан — дурачиться
эсĕ кирек мĕнле хăтлан, эпĕ киле каятăп — ты поступай, как знаешь, а я иду домой
пăрах кирлĕ мара хăтланма! — брось безобразничать!

хуйхăрт

1.
причинять горе, печаль, огорчать, печалить
ку пире калама çук хуйхăртрĕ — это нас очень огорчило
эпĕ никама та хуйхăртасшăн мар — я не хочу никому причинять горе

хуравла

2.
отвечать
чăвашла хуравла — ответить по-чувашски
шӳтлесе хуравла — ответить в шутливом тоне
пĕр тăхтаса тăмасăр хуравларĕ — он ответил без промедления
ыйтăва хуравла — отвечать на вопрос
ячĕшĕн çеç хуравла —  отвечать формально
ма хуравламастăн? — почему ты не отвечаешь?
эпĕ сана çырупа хуравлатăп — я отвечу тебе письмом

хуçалантар

понуд. от хуçалан
эпĕ сана хам килте хуçалантармăп! — я не позволю тебе хозяйничать в моем доме!

хып

1.
брать, хватать ртом
класть в рот

ача пӳрнине çăвара хыпнă — ребенок засунул палец в рот
чĕлĕм хыпнă çын — человек с трубкой во рту
эпĕ иртенпе хĕлхем те хыпман — у меня с утра во рту ни крошки не было
Пĕчĕккĕн çисен тутă пулăн, пысăккăн хыпсан пырна ларĕ. — посл. Ешь понемножку— насытишься, будешь хапать— подавишься.

чух

III. (чухне)
послелог

1.
во время
когда
в

ача чух — в детстве
ĕçре чух — во время работы
пĕр-пĕр чух — когда-нибудь
сивĕ чух — когда холодно

тепĕр чух —
1) в другой раз
2) иной раз, иногда

ун чух — тогда
хăш чух —
1) когда?
2) иногда, иной раз
хăшпĕр чух — в отдельных случаях

çамрăк чух вăл питĕ хитреччĕ — в молодости она была очень красива
эпĕ ăна киле килнĕ чух куртăм — я встретил его, когда шел домой
Хĕр чух хĕрĕх тус. — погов. В девичестве — сорок подруг.

чухла

6.
испытывать, чувствовать
эпĕ куна хам чухланă — я это испытал на себе

чухлĕ

1.
столько
сколько
в
каком-л. количестве

кирлĕ чухлĕ — (столько), сколько нужно

мĕн чухлĕ —
1) сколько?, как много?
ку костюм мĕн чухлĕ тăрать? — сколько стоит этот костюм?
кун çинчен ăна мĕн чухлĕ калана пуль! — сколько ему об этом говорили!
2) сколько?, как долго?
ĕçе пĕтерме вăхăт мĕн чухлĕ кирлĕ? — сколько нужно времени для завершения работы?

нимĕн чухлĕ те — нисколько, ничуть
эпĕ нимĕн чухлĕ те шăнмарăм — я нисколько не замерз
мĕн чухлĕ те пулин — сколько-нибудь
кирек мĕн чухлĕ — сколько угодно

çавăн чухлĕ —
1) столько, так много
ăçтан туп на асĕ çавăн чухлĕ значок? — где ты набрал так много значков?
2) столько, так долго
çавăн чухлĕ ăçта çухалса çӳренĕ вĕсем? — где они так долго пропадали?

темĕн чухлĕ — очень много, видимо-невидимо
ланулми кăçал пĕлтĕрхи чухлĕ çук — яблок в этом году меньше, чем в прошлом (году)
вăл икĕ çын чухлĕ ĕçлет — он работает за двоих

шавла

1.
шуметь, производить шум, гул
вăрман шавлать — лес шумит
эпĕ çумăр шавланă май тĕлĕрсе кайнă — я задремал под шум дождя

шан

2.
надеяться, рассчитывать
эпĕ вăл килессе питĕ шаннăччĕ — я очень надеялся на его приезд
выляса илессе шан — рассчитывать на выигрыш

шанса тăр —
1) быть уверенным в чем-л.
2) питать надежду, надеяться
малашнехине шанса тăни — надежда на будущее
Шаннă йăвара кайăк çук. — погов. В гнезде, где ожидаешь найти птицу, ее и нет (не всякое предположение исполняется).

шиклен

2.
сомневаться, брать под сомнение, опасаться
шикленсе тăр — стоять в нерешительности, мучиться сомнениями
эпĕ вĕсем килмесрен шикленетĕп — я опасаюсь, что они не придут

шут

4.
расчет, предположение
шута ил —
1) принять на учет кого-что-л.
2) взять в расчет, принять во внимание
лару-тăрăва шута ил — учесть обстановку
3) предусмотреть
эпĕ пĕтĕмпех шута илнĕ — я все предусмотрел
шута ан хур — умалять, принижать, не уважать
техникăна шута хуманни — игнорирование техники
пурне те шута илеймĕн — все не предусмотришь

шутла

1.
считать, производить подсчет, высчитывать, вычислять, исчислять
укçана тепĕр хут шутла — пересчитать деньги
йăнăш шутла — ошибиться в счете
пĕтĕмлетсе шутла — подвести итог
çывхартса шутла — подсчитывать округляя, в круглых цифрах
ăсра шутлани — устный счет
шутласа кăларма çук — не счесть, не сосчитать (очень много)
шутласа тух — сосчитать
эпĕ шутланă тăрăх — по моим подсчетам

шутла

3.
полагать, предполагать
эпĕ шутланă пек пулмарĕ — получилось не так, как я предполагал
кам шутлатăр! — кто бы мог подумать!
специалистсем шутланă тăрăх — по мнению специалистов

шутла

4.
хотеть, намереваться, ставить целью
рассчитывать

шутласа хур — задумать что-л.
эпĕ ăна тĕл пулма шутламанччĕ — я не рассчитывал встретить его

шутламасăр —
1) исключая, за исключением
2) оптом, огулом разг., чохом   прост.
юлашкине шутламасан — за вычетом последнего

шухăш

4.
взгляд, позиция, точка зрения
убеждение, мнение

витĕмлĕ шухăш — веское мнение
общественоç шухăшĕ — общественное мнение
çирĕп шухăш — убеждение
хăвăн шухăшу çинчех тăр — настоять на своем
шухăшсем тĕрлĕ пулчĕç — мнения разошлись
эпĕ сирĕн шухăшпа килĕшетĕп — я разделяю ваше мнение
пирĕн шухăшпа — по нашему мнению, по-нашему, с нашей точки зрения
унăн шухăшĕ çурхи шыв пек вылянать — его мнения мечутся как весенняя вода (соотв. у него семь пятниц на неделе)

шухăшла

2.
полагать, предполагать
лайăх шухăшла — 1) хорошенько подумать 2) быть хорошего мнения о ком-чем-л.
эпĕ ăна-кăна шухăшламан — я не предполагал этого

ытларах

1.
больше, более всего
вăл ытларах калаçать — он говорит лишнее
эпĕ ытларах халăх юррисене кăмăллатăп — мне больше всего нравятся народные песни

эп

см. эпĕ

эпĕ

(эп)

мест. личн.
я
эпĕ хам — я сам
кам пĕлет куна? — эпĕ!  —  кто это знает? — я!

эсĕ

(эс)

мест. личн.
ты
эсĕ тата эпĕ — ты и я, мы с тобой
эсĕ ăçтисем? — ты откуда родом?

э-те-те

межд.
выражает припоминание забытого, догадку

ах да

э-те-те, кун çинчен эпĕ мансах кайнă! — ах да, я совсем забыл об этом!

юл

1.
оставаться, быть, находиться где-л.
киле юл — оставаться дома
тĕпне юл — остаться (в доме) наследником
хĕл каçма яла юл — остаться на зиму в деревне
хыçа юл — остаться сзади
вăл иккĕмĕш çула юлнă — он остался на второй год (в том же классе)
эсир кайăр, эпĕ юлатăп — вы идите, а я останусь
сывă юлăр! — будьте здоровы! (говорится при прощании)

юлашки

3.
последний, конечный
юлашки чарăну — конечная остановка
эпĕ черетре юлашки пултăм — в очереди я оказался последним

ӳкер

2.
ронять
эпĕ ручка ӳкертĕм — я уронил ручку
авторитета ӳкер — перен. ронять свой авторитет

çав

2.
тот, этот (о ком или о чем говорилось ранее)
упомянутый
ку çав çынах-и — çавах — это тот человек? — да, тот самый
çавăн чухне — тогда, в то время
бригадир кирлĕччĕ, çавна шыратăп-ха — мне нужен бригадир, я его ищу
çав каçхине эпĕ клубраччĕ — в тот вечер я был в клубе
çав, çав имярек, тот-то
çав, çав çĕрте — там-то и там-то, в таком-то месте
Кам ĕçлемест, çав çимест. — посл. Кто не работает, тот не ест.

çав

3. вопр.
а, же
эсир миçен çав? — а сколько вас человек?
мĕн терĕн çав? — что ты сказал?
эпĕ ыйтнине тăваймарăн пуль çав? — ты не смог выполнить мою просьбу?

çавăнтан

2.
с того времени, с тех пор
çавăнтан вара — начиная с тех пор
çавăнтан вара эпĕ чĕлĕм туртмастăп — с тех пор я не курю

çакăнти

здешний, находящийся здесь, тут
çакăнти пек тырă эпĕ курман — таких хлебов, как здесь, я не видал

çĕкле

2.
поднимать, приподнимать
йывăр çĕкле — поднимать тяжести
штанга çĕкле — поднять штангу
ялав çĕкле — поднять флаг
лифтпа çĕкле — поднять на лифте
çĕклекен механизмсем — подъемные механизмы
эпĕ сана çĕклейместĕп — я не смогу поднять тебя
машина çине çĕклесе ларт — подсадить в кузов машины

çĕн

II. глаг.

1.
побеждать
одолевать, брать верх

вăрçăра çĕн — победить в войне
тăшмана çĕн — одолеть врага
никам çĕнми — непобедимый
эпĕ ăна çĕнтĕм — я поборбл его
çĕнсе ил — завоевать
ирĕклĕх çĕнсе — ил завоевать свободу
Хастарлă пулсан, çĕнеймĕ тăшман. — посл. Если мы отважны, нас не одолеет враг.

çĕнĕ

4.
новый, вновь образовавшийся
çĕнĕ кĕрӳ — новобрачный
çĕнĕ кин — новобрачная
çĕнĕ çын —
1) новый человек, новичок (напр. в коллективе)
эпĕ кунта çĕнĕ çын — я здесь человек новый
2) молодая, новобрачная
çĕнĕ хурăнташ — свойственники, родня по браку

çĕтер

1.
потерять, затерять
çĕççе çĕтертĕм — я потерял ножик
çул çĕтер — потерять дорогу
çĕтерсе хăвар —
1) запутать, заставить заблудиться (напр. в лесу)
2) потерять, обронить
эпĕ таçта алсана çĕтерсе хăварнă — я где-то обронил рукавицы

çийĕнчех

сразу же, тотчас
немедленно, безотлагательно, незамедлительно

çийĕнчех çырса пĕлтер! — безотлагательно сообщи письмом!
çийĕнчех хуравларĕ — он тотчас же ответил
эпĕ ăна çийĕнчех палларăм — я тотчас же узнал его

çит

2.
приближаться, наступать
вăхăт çитрĕ —  время пришло
виççĕ çитсе пырать — скоро три часа
срок çитиччен — досрочно
çурçĕр çитсен — когда наступит полночь
хĕл çитеспе — с приближением зимы
уяв çитрĕ — наступил праздник
çитес вăхăтра — в ближайшем будущем
çитес çул эпĕ вĕренме кĕретĕп — в будущем году я поступлю учиться

çухат

1.
терять, лишаться чего-л. (оставив, позабыв)
кĕнеке çухат — потерять книгу
çăраççи çухатрăм — я потерял ключи
эпĕ куçлăха таçта çухатса хăвар-нă — я где-то потерял очкй

çылăхлă

грешный, виноватый
эпĕ çылăхлă мар — шутл. я не грешен

ăна-кăна

мест. собир.
дат.-вин. от вăл-ку


1.
кое-что
ăна-кăна тавçăр — разбираться кое в чем, соображать кое-что
эпĕ ăна-кăна вуланă — я кое-что читал

ăнкар

1.
догадываться, соображать
смекать прост.
сăмах кам пирки пынине ăнкар — догадаться, о ком речь
эпĕ тӳрех ăнкарса çитеймерĕм — до меня это не сразу дошло

ăнкар

2.
понимимь, разбираться
смыслить
разг.
радиотехникăна ăнкар — разбираться в радиотехнике
каланине ăнкарсах каймарĕ — он не все понял из сказанного
эпĕ ку ĕçе кăшт-кашт ăнкаратăп — я мало-мальски смыслю в этом деле
чăвашла каланине ăнкар — понимать сказанное по-чувашски

ăнсăртран

1.
случайно, нечаянно, ненароком, невзначай
ăнсăртран тĕл пул — встретиться невзначай
сăмаха ăнсăртран персе яр — сказать ненароком, обмолвиться
ăнсăртран лекнĕ пуля — шальная пуля
эпĕ ăнсăртран çеç чĕрĕ юлтăм — только случайно я остался жив

ăçтан

2.
как, каким образом
откуда

ăçтан пĕлес-ши вăл кам иккенне? — как же узнать, кто он такой?
эпĕ ăçтан пĕлем? — откуда мне знать?

ăш

2.
внутренности
нутро
прост.
чрево уст.
внутренний
нутряной
прост.
ăш çу — нутряное сало, смалец
ман ăша сивĕ витрĕ — я промерз насквозь
эпĕ паян ăша пĕр хĕлхем те яман — я сегодня ничего не ел, у меня сегодня во рту маковой росинки не было
йывăр йăтса ăша тапрат — надорваться, поднимая тяжести
Çын ăшне тавăрса пăхма кĕрĕк çанни мар. — посл. Нутро человека нельзя вывернуть, как рукав шубы. (соотв. Чужая душа — потемки).

ĕмĕрте

то же, что ĕмĕрне 3.
ку çынна эпĕ ĕмĕрте курман — этого человека я никогда не видел

ĕнерччен

до вчерашнего дня
ĕнерччен эпĕ ăна курманччĕ — до вчерашнего дня я его не видел

ĕç

деловой
ĕç çырăвĕ — деловое письмо
ĕçсĕр лар — сидеть без дела
ĕç тухрĕ — дело выгорело, удалось
ĕç тухмарĕ — дело сорвалось, не удалось
ĕçе тытăн — приниматься за дело
ĕçе яр — 1) пустить в дело, в оборот 2) ввести в строй
ĕçпе çирĕплет, ĕçре кăтарт — доказать на деле
эпĕ ĕçпе килтĕм — я пришел по делу

3.
разве
эпĕ курмастăп-и ăна? — разве я это не вижу?

-иç

диал. частица
ведь, же
эпĕ каларăм-иç — я же сказал
ху куратăн-иç — ты ведь сам видишь

-ха

частица

1.
же, а... же, ну, ну... же
эпĕ сире каларăм вĕт-ха — я же говорил вам
асли кам-ха сирĕн кунта? — а кто же из вас тут старший?

-ха

3.
да
эсĕ ку? — это ты, что ли?
да, я — эпĕ-ха

çакнашкал

вот такой, подобный этому (упомянутому)
так, подобно этому
так же

çырура çакнашкал сăмахсем пур — в письме есть вот такие слова
вăл çакнашкал хăтланасса шутламан эпĕ — я не ожидал, что он так поступит
унта та çакнашкалах сивĕ — и там так же холодно (как здесь)

е

2. союз. разд.
или, либо
нимĕçле е акăлчанла — по-немецки или по-английски
ыран е виçмине — завтра или послезавтра
е эпĕ, е эсĕ — либо я, либо ты

иртенпе

с самого утра
эпĕ ăна иртенпе кĕтетĕп — я его жду с самого утрă

-тăк

2.
в знач. союза
если, раз
коли, ежели
уст.
тĕрĕссипе калас-тăк... — если сказать правду...
апла-тăк эпĕ те каймастăп — раз так, то и я не пойду

пулĕ

1.
возможно, пожалуй, вероятно, наверное
ваттисем астăваççĕ пулĕ — возможно, старики помнят
эпĕ кăштах тытăнса тăратăп пулĕ — я, пожилуй, немного задержусь
эсĕ ăна пĕлетĕн пулĕ — ты, наверное, его знаешь
кĕçех таврăнаççĕ те пулĕ — должно быть, они скоро вернутся
пулĕ те — все может быть

сирĕнпе

мест.
тв. п. от эсир:

с вами

сирĕнпе пĕрле — вместе с вами
эпĕ сирĕнпе пыратăп — я пойду с вами
сирĕнпе тăваттăн пулатпăр — с вами нас будет четверо

манпа

мест.
тв. п. от эпĕ

мной
со мной

манпа пĕрле — вместе со мной
манпа тан — вровень со мной
манпа килĕшетĕн-и? — ты согласен со мной?
халь вăл манпа туслă — он сейчас дружит со мной

санпа

мест.
тв. п. от эсĕ:

тобой, с тобой

санпа пĕрле — вместе с тобой
эпĕ санпа пыратăп — я пойду с тобой
санпа ун хушшинче пысăк уйрăмлăх — между тобой и им — большая разница

пур

3.
в роли уcил. частицы
эпĕ пур нимĕн те пĕлместĕп — а я-то ничего не знаю
вăл пур хăнк та тумасть — а он и ухом не ведет

мĕншĕн


мĕншĕн тесенсоюз потому что, так как, ибо
вăл кинона пымасть, мĕншĕн тесен ку фильма курнă — он не пойдет в кино, потому что уже видел этот фильм

мĕншĕн те пулин — почему-либо
эпĕ мĕншĕн те пулин килмесен, мансăрах пуçлăр — если я почему-либо не приду, начинайте без меня

ан

III. частица отриц.,

употр. при глаголах в повел. накл.

асту, шăнса ан пăсăл — смотри, не простудись
ан васка! — не спеши!
унта ан кайнă пул! — не смей ходить туда
ан ятлăр ĕнтĕ чăрмантарнăшăн — простите нас за беспокойство
ан чĕн тенĕ сана! — сказано тебе— молчи!
манран ан ютшăн эсĕ — ты не чурайся меня
ан та кала! — и не говори! (выражает подтверждение, согласие)


ан тив! —
1) не трогай!
ан тив ачана! — не тронь ребенка!

2) союз уступ.
пусть
ан тив, эпĕ вилем, анчах тăшмана парăнмастăп — пусть я умру, но врагу не сдамся

туй

3.
слышать
чувствовать

туймасăр çывăрать — он спит и ничего не слышит
эпĕ эсĕ килнине туйман та — я и не слышал, как ты пришел (крепко спал)

туйса ил —
1) почувствовать, ощутить
2) осознать, прочувствовать
3) услышать

туйма пăрах — перестать ощущать, потерять чувствительность

сирĕн

1.
у вас
сирĕн миçе пӳлĕм? — сколько у вас комнат?
эпĕ сирĕн патăрта пулман — я у вас не бывал

а

I. союз

1. противит., сопост.
а, же, но
эпĕ каясшăн, а вăл килĕшмест — я хочу ехать, но он не согласен

о

I. межд.
выражает экспрессивность высказывания

о

о-о, ку темăна эпĕ лайăх пĕлетĕп! — о-о, эту тему я хорошо знаю!

çитер


ал çитереймерĕм
— руки не дошли, я не успел (сделать что-л.)
ăс çитер — догадаться, сообразить
эпĕ ăна шансах çитерейместĕп — я ему не совсем доверяю

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

ырă

(ыры˘), добрый, хороший, превосходный, отличный; здоровый; милый. Почтенный. Святой. Ист. 65. Çын, ырра курсан, ырă чап сарать, усала курсан, усал чап сарать. Псалт. 389. Астивсе пăхăр, Турă ыррине курăр. Тороп-к. Пăть-пăлтĕк потене, ыр çарана йоратать. Альш. Ырă ут çине ларакан ырман, тет; çĕнĕ кĕрĕк тăхăнан шăнман, тет. Пазух. Ыр ут утланакан та, ай, ырман, тет; ыр тумтир тăхăнакан та, ай, шăнман, тет. Юрк. † Ырă ут çине ларакан ырман. Юрк. Ытла ырă пулĕччĕ, ун вырăнне Магницкие кӳртсе лартсан. Янг. К. Мана сĕт ырă мар, мне молоко не идет (сказал человек, которого прошиб понос). Сёт-к. Ыр ят (добрую славу) сарса çӳрет † Йĕри-тавра йыснисем! Хаяр сонсах ан ярăр, ыр кон-çолне халалăр. (--халаллăр). N. Сан ырă (почтенное) çыруна иккĕ [илтĕм]. Юрк. Ку тĕрлĕ аслă пăраçникре те çынна ырă сăмах кала пĕлмеççĕ. Юрк. Епле хăйсем пуйни çинчен тĕрлĕ ырă хыпарсем сарма тăрăшаççĕ. N. Турă ăна (ей) вилсессĕн те, ырă вырăн патăр, çутă çĕре кӳртсе вырнаçтартăр, тет. † Ырă шĕшкĕ пек тантăшсем пурччĕ; ырă хулă пек йăмăксем пурччĕ, — тăрса йулчĕç, ай, курăнать! Полт. 54. Ырă сехет çывхарать. Полт. 50. Ачашлакан ыр куçа астумасăр вăл ларать. † Çак хăта-тăхлачă ыр пулсассăн, пире килме-кайма пит лайăх. Эльборус. Хăш енчен шăршласа пăхан, çав енчен тĕрлĕ ырă шăрш килет. † Ах, хĕрес аннеçĕм, аттеçĕм, хаяр сонсах ан ярăр, ыр халапне парса ярăр! (т.-е. пожелайте добра, благословите). N. Святой апостол Павел çирнă ырă кĕнеке çинче. N. Арăмĕ каланă: веç санăн ырă апу ылтăн тарилккене çапса çĕмĕрчĕ и çитерекен лашана чиксе вĕлерчĕ, тенĕ. Собр. 3820. Ялтан яла шыраса ялăн ыри (лучшие из деревень) кунта-мĕн; хĕртен хĕре шыраса хĕрĕн ыри (надо: ырри?) кунта-мĕн. Ала, 7. Ну,  ăвăлăм, эсĕ манăн сăмаха итлесессĕн, ырă тăнлă çын пулăн. Тăвйп. Эпĕ ырра хирĕç ырă, усала хирĕç усал, тенĕ. Сказк. и пред. 18. Сывлăш ырă ыйхинчен вăранма та пуçларĕ. N. Ырă сывлăш, кисе, туртса кăларинччĕ, тесе калать, тет. N. Ырри çухатнă, усалли кӳнĕ теççĕ. (Послов.). Чхйп. Кĕтӳç хăй кĕтӳне вăй çитнĕ таран ырă пăхсан, кĕтӳри выльăхсам та ырă, аван, мăнтăр пулаççĕ. Никит. † Курăк ыри — çырла çеçки (лучшая из трав — ягодный куст), çырли ларать хĕп-хĕрлĕ. Ст. Ганьк. Ырă сехет тĕлне ту. Fac, ut faustam offendamus horam, h.e., ut opportunum tempus nanciscamur. Якей. Хĕрĕн ырри конта-мĕн. Оказывается, лучшие девицы — здесь. Юрк. Усал çумне выртаччен ырă (так напис.) ури вĕçне вырт. † Ĕçкĕ ĕçме лайăх ырă куç. Ватта ырра хур. Старого уважай. Бюрг. Кун кунлама патăр, çĕр çĕрлеме патăр; каçхине каçах пултăр, ирхине ырах пултăр. (Из обр. «тĕтĕрни»; Сала 3450). Сред. Юм. Кĕçĕллĕ çынна мунчара çапăннă чôхне ыррăн туйăнать (бывает приятно). N. Эпĕ халĕ турă пулăшнипе ырă-сывă пурăнатăп. (Из письма). † Усал çумне выртиччен ыррăн ури вĕçне вырт. Чем ложиться рядом с злым, лучше лечь в ногах у доброго. Альш. Атте-анне килĕнче мĕскер пур? — Ырă улпутран ырă тетем пур, ырă (почтенная) пикерен ырă инкем пур. Ырă вут ами, почтенная мать огня. См. Ашапатман. Т. VI, 22. Б. Бур. † Пули-пулми çынпала çула ан тух, ырă (почтенный) улпут пек пуçна çухатма. Сикт. Пӳртре пурте: ырă чӳк-кĕлĕ хапăл илтĕр; чӳк çырлах! тесе, пурте, ӳксе, пуççапаççĕ. Ib. Ун хыççăн пурте: ырă чӳк-кĕлĕ пӳлĕхçĕ, хапăл ил! тесе, ӳксе, пуççапаççĕ. Ib.  Ырă чӳк-кĕлĕ хапăл ил, тытнă-тунине çырлах, тет те, вара ачасене çиме хушать. Магн. 1. Ырă киремет. Ib. Туй-ек[к]инче хурăн çырли; татрăмăр та çирăмăр, ырă хурăнташ[ш]енчен уйăрăлтăмăр.  (Из солд. песни).  † Ырă Мускав пек ялăм пур, ялăм çинчен куç каймасть. Л. Кошки. Пĕлни пур, пĕлменни пур: ырă чӳк-кĕлĕ, хуш курса, хапăл ил! (Из моленья), СПВВ. Ырă пӳлĕх. Альш. Ах, тантăшçăм Люпун! — çын-çын урлă курăнать! çын-çын урлă курăнсан та, ыр(ă) пикенĕн курăнан. Альш.? Ырă кĕллĕм вырăнаçтăр. Да будет принята моя чистая молитва. Ой-к. † Çыр хĕринче çĕр çырли; татрăмăр та çирăмăр, ыр çĕр-шывран уйăрлтăмăр (расстались с святою родиною). || Ы р ă скорее указывает на нравственные свойства или на высокие качества, лежащие в самой природе предмета; аван и лайăх этого оттенка не имеют. Срв. «ырă кăмăлăм», но: «лайăх чĕлхе-çăварăм». || Добро. Макка, 100. Вăрçă хушшине ырă кĕмест. (Послов.). Ырра курсан, ырă пулать; усала курсан, усал пулать, теççĕ. (Послов.). Ырă тунине манакан çын — неблагодарный. Усал-тĕсел тулалла, ырри шалалла. Так произносят, когда поят больного наговоренною водою, совершая «ăш ыратсан, вĕрекен кĕлĕ». N. Пирĕн тутарсемпе, тухса, çапăçнинчен ырри пулас çук ĕнтĕ. 1. Самое лучшее для нас, это — вступить в битву с татарами. 2. От нашей битвы с татарами положительно не будет добра. Ч. С. Çын, ырра курсан, ырă пулать, усала курсан, усал пулать, теççĕ ваттисем. Чăвйп. Кĕркка! атя кунтан тарар, кăсем ырă калаçмаççĕ (они говорят недобрые вещи;  здесь —сговариваются  убить).  || Хорошо,  по-хорошему. М. Тув. Ати-апай пур çинче ыр ĕçес те ыр çийес.  Тогач. Тавай, ати, эреке, ыр ĕçес те ыр çийас. Полт. 49: Ват çын çине юратса ачашласа ыр пăхать (она). Юрк. Ĕнтĕ ырăран ырă калама тытăнать-çке. || Хорошо, что. Ч. С. Анне, ырă, аттене каласа кăтартмарĕ. || Добрый дух, доброе начало в природе. Собр. 1370. Çак тырсене акма вăрлăх кăларнă чух, ырра хирĕç ту усалла тӳртĕн ту. (Из моленья). Ib. 138. Уя тухăпăр татах ырра хирĕç, усалла тӳртĕн ту. (Из моленья). || Ырă ют, туру ют, песенная вставка, возникшая из «Ыр(ă), ей, ут, тур(ă), ей, ут»? Ч.К. Çич хӳрелĕ хĕр куртăм, — ырă ют, туру ют! — пилĕк çыххи пилĕк сум! Анаткасси хĕрĕсем ултă хĕрĕ пĕр укçа. || Ырă пурăнăçлă, благочестивый. См. 2. ырă.

хăшшĕ

иной, некоторый. См. хăшĕ. N. Хăшшĕ, хăш, хăшĕ. Хăш-хăш ялта (в некоторых деревнях) чултан тунă, тата хăшшинче йывăçран лартнă. ''N''. Эпĕ сирĕн патăра хăшшин патне час-часах çӳрекелетĕп. ''N''. Вĕсен хăшшĕн çемçисем юлаççĕ.

хĕвел

солнце, солнышко. Ск. и пред. чув. 88. Вут пек хĕвел выляса çӳл тӳпене хăпарать. ''Пазух''. 92. Хевея хĕрлĕ хĕрĕсем, Турай хĕрсем тиейсе, суйламасăр илес мар. ''Дик. леб''. 43. Хĕвел анса çитеспе Елисан пиччĕшĕсем вĕçсе таврăннă. Когда зашло солнце, в пещеру прилетели братья. ''Ib''. 36. Хĕвел анса килет. Солнце близилось к закату. ''Ib''. 41. Хĕвел чылай çӳле кайсан... Когда солнце поднялось выше... ''КВИ''. Çутă юхăм унăн айĕнче, çӳлтен ылттăн хĕвел çутатать. Под ним струя светлей лазури, над ним луч солнца золотой. ''N''. Хĕвел анчĕ ту айне. ''N''. Хĕвел кулать сайрарах, шăрши пĕтнĕ чечексен. ''N''. Пĕр пĕлет çук, хĕвел çунать. ''А.-п. й''. 42. Хĕвел анса ларчĕ. Тимухха лашине шăварма тухса кайрĕ. ''НР''. Чупрăм-тухрăм ту çине хĕвелпе пиçнĕ çырлашăн. Взбежала я на гору за созревшей на солнце ягодой. ''ГФФ''. Ăшшăн-ăшшăн хĕвел пăхсан... Если солнце будет припекать.''Ib''. Ушшăн-ушшăн хĕвел пăхсан та, хорĕн те тăрăх сохăр йохать. Когда солнце сильно припекает, по дереву (березе) течет смола. ''Абыз''. Çĕр çăввинче çĕр-çырли, çĕр-çырли, çĕр çăввнче хĕвел пăхсан, тата пиçес кăмăл пур. ''Оп. ис. ч.'' II. Сывлăх пулсан таврăнăпăр, хĕвел пекех çаврăнса. Если будем живы, то вернемся подобно тому, как обращается солнце. ''N''. Хĕрлĕ хĕвел сан умăнта йăлтăртатса тăрать, аялта тен çак пĕлĕтрен витрелетсе çумăр çăвать. Перед тобою блещет красное солнышко, а внизу из этого облака, может быть, льет проливной дождь. ''Баран''. 28. Шĕшкĕ юмана хупласа хĕвел ямасăр тăнă. Орешник глушил его и не пропускал солнечных лучей. ''ТХКА''. 106. Хĕвел тухас пек, çанталăк çутăлать. ''Ib''. Хĕвел чылай çӳле улăхрĕ, хĕртсе пăхать. ''Шурăм-п''. № 19. Хĕвел анса ларчĕ. Халĕ апат çиет пулĕ, ăна амăшĕ пăтă пĕçерсе çитерет, тет. ''N''. Сивĕ кун виçĕ хĕвел пулать. ''N''. Вĕсен пичĕсем хĕвелре çунса кайнă. ''N''. Хĕвелпе тăрса, мĕн хĕвел аничченех кĕтӳре çӳрет. ''Чув. пр. о пог''. 51. Виçĕ хĕвел курăнсан, сивĕ пулать. Если появятся три солнца, будет холодно. ''Ib''. 42. Хĕвел хĕртсе пăлсан. Если солнце печет... ''N''. Хĕвел витĕр (пăхнă чухне) çăмăр çусан, тата тепĕр çăмăр пулать. Если сквозь солнце (когда оно светит) идет дождь, еше дождь будет. ''Вопр. Смоленск''. Хĕвел тухсанах пĕлĕт айне кĕрсен, çăмăр пулать. ''Панклеи''. Хĕвел те пĕлет айнех полчĕ (зашло за облако). ''С. Алг''. Кирек ăçта кайсан та пĕр хĕвел, çуратнă çĕр-шывсем шел юлать. ''N''. Хĕвел каялла кайса пăхсан, çăмăр пулать, теççĕ. ''Якейк''. Эс çанашкал покан тусан, хĕвел тепĕр çĕртен тохĕ. ''Ib''. Ес çав окçая парсан хĕвел тепĕр енчен тохĕ. ''Ib''. Ĕнер конĕпех хĕвел пăхрĕ. ''N''. Ма мана хĕвеле кăтартмастăн? Почему ты мне не даешь смотреть на солнце? ''N''. Пӳртре хĕвел çутипе çап-çутă. В комнате светло от солнца. ''N''. Хĕвел пĕлĕт айĕнчен тохрĕ; хĕвел пĕлĕт айне кĕрсе карĕ. Пĕлĕтсем хĕвел тĕлĕнчен сирĕлсе карĕç. ''N''. Эпĕр хĕвелте ларатпăр. ''N''. Мана хĕвеле тохма йорамасть. ''N''. Хĕвелте çӳреççĕ. ''N''. Старик хĕвеле ларчĕ. ''N''. Ача макăрнă чохне ăна чарас тесе: хĕвел пăхать, ай, хĕвел пăхать, тесе калаççĕ, ача вара чăнахах макăрма прахать те, колма тяпратать. Вăт хĕвел пăхса ячĕ, тесе каран колаççĕ. ''N''. Пирĕн ăрам хĕвеле хирĕç пăхса ларать. ''N''. Сар хĕвелте (в солнечные дни) çырла часах пиçет. ''N''. Олăх толли сар хĕвел, кайăк вĕçни корăнать. ''N''. Эпĕр паян кĕлтесене хĕвеле сартăмăр (на солнышко). ''N''. Тĕкĕрпе хĕвеле ан вылят (не пускай зайчиков). ''N'' Эпĕ пулсассăн, çакă уя пĕтĕмпе хĕвел ансан тапратса хĕвел тохаччен сухине туса, тыррине акса çитĕнтерсе, вырса, авăн çапса, тыррине йăлтах ампарсене тултарса хурап, тесе калать ткйĕр, тенĕ, тет. ''N''. Хĕвеле пăх та уйăха пăх, хĕвел çути сап-сарă, уйăх çути çап-çутă. ''Му-сирма''. Хĕрлĕ-хĕрлĕ, теççĕ ăна, хĕвел çинче ӳснĕ вăл. ''N''. Пĕлĕт çинче илемлĕ хĕр çӳрет. (Хĕвел). ''N''. Пăх-пăх, хĕвел, пăх, хĕвел, çу чашкипе çу парам, пыл чашкипе пыл парам, ачу шыва кайсассăн, кĕвенте пуçĕпе туртса илĕп, сана хĕрли, мана шурри. (Сăвă). ''Н. Карм''. Сирĕн пĕвĕр çинçе, сăнăр хитре, питĕр çинче хĕвел çутти пур. ''Ст. Чек''. Хĕвел хĕлле çулахинчен аялта тăрать. ''Тюрл''. Хĕвел яякка сулăнсан... Когда прошел полдень... ''Хурамал''. Хĕвел аннă чух хулăм пĕлĕт тĕлне ансан, йĕпе пулать, теççĕ. ''N''. Эсĕ апла тусассăн, хĕвел кай енчен тухĕ. ''ЧП''. Пулă çакрăм хĕвел ''Изамб. Т''. Хĕвел йывăç пĕввине яхăн çĕкленнĕ. ''N''. Хĕвел яялт (хăшт—еслв дольше) вăхрĕ те мĕаĕт айве вврсе кяйрĕ. Солнце проглянуло и опять скрылосъ ''N''. Хĕвел яраймăн ху тĕлне (невозможного не сделаешь). Унта аннӳ хĕвел пăхса çӳренĕ (об этом заботилась я) ''Юрк''. Хĕвел ануçăм çанталăк пит хĕрелет. ''N''. Хĕвел майĕ (майнелле) çаврăнса-çаврăнса, каллех пӳрте йăтса кĕрет. ''N''. Хĕвел тĕтреленсен, уяр пулять, теççĕ. ''N''. Хĕвел кутăн, каялла пăхсан, çумăр пулать, теççĕ. ''N''. Хĕвел юпа пек тухсан, çумăр пулать. ''N''. Пирĕн тĕлтен хĕвел анчĕ пулас (наше счастье закатилось). ''N''. Тăвану килнине курсассăн, хĕвел пулса чупса тух. ''N''. Кирек çта кайсан та пĕр хĕвел. ''N''. Вара отсан-отсан, хĕвел анса кайрĕ. ''Н. Лебеж''. Тăвайкки тăрăх хĕвел ӳкет, пиçмен çырласене пĕçерет. ''N.'' Чӳречесĕр çӳртра пĕчĕк шăтăкран хĕвел кĕрсен. ''N''. Хĕвел инçе карĕ. ''N''. Курнiтсара çыру çырнă чух, хĕвел ӳкрĕ пит çине. ''Кан.'' 1929, 178. Шăршлă, нӳрлĕ, хĕвел кĕмен пӳрт. ''N''. Хĕвел виттĕр пăхни. ''N''. Хĕвел тохсан тин... ''Микушк''. Ирхbне хĕвел ӳкет пичĕ çине (на лицо его падает). ''Торп-к''. Карăнтăк виттĕр ылтăн туя кĕрĕ. (Хĕвел). ''N''. Вăл хапха çил хĕвелне шалтăртатать, хĕрӳ хĕвелне ялтăртать. ''N.'' Хĕвел (-е, -ĕн) анма вăхăт ĕнтĕ. ''N''. Çĕн çул кунĕ ырă хĕрлĕ хĕвел пулчĕ. ''N''. Хĕвел ăшă пăхать. ''N''. Хĕвел анарахпа пурте киле таврăнаççĕ (с поля). ''ГТТ''. Мана пĕлĕт çаврака хуран тĕпĕ евĕрлĕ, хĕвелĕ лапка туйăннă. ''N''. Çак кунсенче хĕвел пулмарĕ. Хĕвел ларнă вăхăтра анчах çитрĕмĕр. ''N''. Йĕрекен ачана култарас тесе: «Хĕвел пăхать», теççĕ. ''N''. Пăхман хĕвеле ирĕксĕр пăхтараймăн (ӳпкелекен çинчен калаççĕ). ''Никит''. Хĕвелпе юр кайсассăн, тулăпа урпа пулать, тенĕ ĕлĕк. ''N''. Эсĕ хĕвел анса лариччен çит (или: килсе ĕлкĕр, или: килме тăрăш). Ты приходи до захода солнца. ''Сред. Юм''. Пăх пăх, хĕвел, ачу шыва кайрĕ вит, квенте пуçĕпе туртса илтĕм, ачуна хĕрлĕ çăмарта парăп, хуна шурă çăмарта парăп. (Поют дети, когда солнце скрывяется за облаками). ''N''. Эп сана çавăншăн олталап полсан, ман çине хĕвел ан пăхтăр (пусть помру). ''N''. Хĕвеле май çаврăн. Иди по солнцу с востока на запад. ''N''. Хĕвеле хирĕç, против солнца, с запада на восток. ''N''. Онăн куç пит начарланнă, хĕвел курмас вит олă. ''N''. Хĕвел куçа çиет. Солнце глаза ест. ''N''. Хĕвеле питĕн пӳрт çутă полать. Изба, обращенная к югу, бывает светла. ''N''. Хĕвеле тӳртĕн пӳрт тĕттĕм полать. Изба, обращенная на север, бывает темна. ''N''. Хĕвелпе пĕрле тохса кайрăм. Выехал при восходе солнца. ''N''. Хĕвелпе пĕрле киле кĕтĕм. Приехал при заходе солнца. ''N''. Эс те çавна тусан, хĕвел те тепĕр енчен тохĕ. (Говорит, когда уверены, что он не может этого сделать). ''N''. Хĕвел анса лара пырать. Хĕвел анса пырать. Первое показывяет, что до заката близко, а второе дольше, чем первое. ''N''. Хĕвел кăнтăрлаччен вăкăрпа чупать, тет, кăнтарла иртсен, карсакпа чупать, тет. ''N''. Хăш чухне хĕвел çӳл енчен карталанса тата тепĕр хĕвел пулать. Вăл хĕвел тавраллах çавăрăнать пулсан, «хĕвел карталанни» теççĕ. ''N''. Хĕвел каçалана сулăнсан, çĕрте йывăç мĕлкисем вăрăмлана пуçларĕç (от деревьев протянулись длинные тени). ''N''. Хĕвел ансан пуçласа тепре хĕвел аничченех. ''N''. Хĕвел тухсан пуçласа тепĕр хĕвел тухичченех. ''N''. Хĕвел хĕртнĕ — солнце палило. ''N''. Хĕвеле хирĕç пăркăç пĕренене ман ним кăмăл туртмасть ăна, ан тив юлтăр вăл, тен маччаран çӳлелле хурăпăр, халь маччаналла пураса çитиччен пĕрене çитет-ха. ''N''. Ытти пĕчĕккĕн курăнакан çăлтăрсем, хĕвелтен шутласан пирĕн çĕртен темиçе мĕлюн хут та ытла аякра тăраççĕ, çавăнпа вĕсем хĕвелрен пĕчĕккĕ пек курăнаççĕ. ''СТИК.'' Хĕвел çинче типĕтнĕ (о копченном на солнце). ''Ib''. Хĕвел тӳпере чух, в полдень. ''Ib''. Паçăр çăмăр çурĕ, халĕ хĕвел пăхат ĕнтĕ епле (говорят о маленьких, если они только что поплакали и смеются). ''N''. Пĕчĕк ачасем хĕвел пĕлĕт айне кĕрсе сулхăнлатсан ак çапла калаççĕ: «Хĕвел! Ача кĕпи шыва карĕ, туртмаллипе туртса ил». ''N''. Хĕвел апатчен вăкăр çинче пырать, тет; апатран вара — лаша çинче, кăнтăрларан вара —кайăк çинче. ''N''. Хĕвел кунран-кун иртерех тухса пырать (ир тухнăçеммĕн ир тухса пырать, кая юлнăçеммĕн кая юлса анса пырать). ''Янтик''. Эп вăхăта хĕвеле пăхса пĕлеп. ''N''. Хĕвел хĕлле çӳле каймас. ''Изамб. Т''. Пăхăр-ха, ачасем, епле хĕвел выляса тухать. ''N''. Пăртак кăна хĕвел хĕрри курăна пуçларĕ (утром). ''N''. Хĕвел йывăç пӳ (пĕвĕ) хăпарнă çĕре эпир киле çитрĕмĕр. ''N''. Хĕвел анас патне çитнĕ, тет. ''Артюшк''. Ачамсене пĕр пичĕ хĕвел, тепĕр пичĕ уйăх тăвăттăм. ''Собр''. Виçĕ хĕвел тухсан, уйăхĕпех йĕпе пулать, теççĕ. ''Н. Карм.'' Хĕрлĕ хĕр пĕлĕт тăрăх çӳрет. (Хĕвел). ''N''. Ача, ку çумăр хĕвелĕ пулĕ, ытла питт хĕртет. ''ЧП''. Хĕвел пăхрĕ — типетрĕ. ''N''. Виç хĕвелпе кайман шурă юрсем. ''N.'' Кирек ăçта кайсан та пĕр хĕвел ''N''. Вăл вăхăтра хĕвел выляса тухрĕ вăрман çинчен пĕлĕт çине, кун та хитреленсе карĕ. ''Лобашк''. Вăрман урлă сар каччă курăнĕ. (Хĕвел). ''N.'' Чипер хĕр пысăк уйпа çӳрет. (Хĕвел). ''Синьял''. Хĕвел витĕ, çу витмĕ. (Кантăк). ''Сятра''. Вутсăрах çунать, çунатсăрах вĕçет, урасăрах чупать. (Хĕвел). ''Альш''. Çулла хăшĕ-хăшĕ куç ыратнипе хĕвел çине тухаймасăр лараççĕ. ''N''. Хĕвел анса пырать (скоро закатится). ''N''. Хĕвел карталаннă (круг вокруг солнца к непогоде). ''N''. Хĕвел тухса сарăлнă (совсем уже взошло). ''N''. Хĕвел кулать, хĕртсе хĕвел пăхать. ''N''. Пăх, хĕвел, пăх, хĕвел, этемсене савăнтар. ''N''. Хĕвел шăвать. ''Кив-Йал''. Хĕвел тухать хĕрелсе çут тĕнчене çутатса. (Вăй юрри). ''Нюш-к''. Иртсе пыракан çыя пичĕ çине тĕкĕрпе хĕвел çуттине ӳкерес. ''N''. Хĕвел кашни кун ир тухнăçемĕн ир тухать (ир анса ларнăçемĕн ир анса ларать). ''Курм''. Вăрмана çитсен, хĕвел анса та ларчĕ. ''Аттик''. Хĕвел кашни кун пĕçернĕçем пĕçерет. ''N''. Хĕвел ир хĕрелсе тухсан йĕпе пулать (вăл кун çумăр е юр çăвать), теççĕ. ''КС''. Ура питне хĕвел çапрĕ (насквозь, сильно прожгло). ''Трхбл''. Хĕвел пирĕн йĕтем пысыккăш, тетчĕç ваттисем. ''N''. Хĕвел пит хĕртет. ''N''. Хĕвел тухнă çĕрелле çитрĕмĕр (ко времени восхода солнца). ''N''. Паян эп тăрсассăнах хĕвел тухрĕ. ''Красн. Горка''. Хĕвел питĕ хытă пăхать. ''Сёт-к.'' Хĕвелин пăхасси номаях мар та-ха; час кĕлет айне хопланмалла. || Назв. божества. ''Магн. М.'' 68. 64. Хĕвел ашшĕ, амăшĕ, хăлхи, çоначĕ, ори, || Клятва. ''Ст. Чек.'' Хĕвел, илмен эп ăна. ''Сред. Юм''. Хĕвел пôр! (Тôпа туни). ''Ороу''. Мĕн эсĕ çын çинчен çука калаçса çӳрен: эпир хĕрсемпе ун-кун, аплн та капла çӳренĕ, тесе калаçса çӳрен?—Çук, Якку. Ак, хĕвел, калаçман. Ăна сăмах вĕçертнине (что болтают зря) ху та пĕлен-çке.

сав

любить. Янтик. † Пурçăн явлăк пур, тетĕр, пĕртте çыхса тухмастăр; савап, савап — тиетĕр, кучченеç те памастăр. Алешк. † Ай-хай, савнă тусçăм, хура куçăм, илсен илмесен те савса тăр. Альш. † Пĕчĕкçĕ çырма, вак чуллăх, кĕпер ан хыв, ут сиктер. Савнипелен савманни сăмах ан хуш, куç сиктер. Ib. † Чипер ача, сар ача, савăп — кайăп мĕн тăвăн? Буин. † Икĕ савса сар хĕр эпĕ ӳстертĕм. Ст. Ганьк. † Сарă хĕрсене кам савĕ, савсан савĕ сар каччă (разве он, а то кроме него никто). С. Айб. † Пуян хĕрĕ савмалăх, ашшĕ ятне ямалăх. || Радоваться. Ст. Ганьк. † Хурама йывăç тăрринче сарă кайăк ларать сарăлса, савса (радостно) сарăлса ларнă чух çавра çил килчĕ — çавăрчĕ. ТХКА 60. Юр та карĕ, пăр ирĕлсе пĕтрĕ. Çанталăк ăшă, пит ăшă. Хĕвелĕ те хĕртсе, савса пăхать те. || Обрадовать. Ерк. 169. Халĕ ĕнтĕ ленкрĕн алла тĕппипе, тавăрттарăп — чуна савăп виллӳпе. Каласа пар: мĕншĕн килтĕн эс кунта? Мĕнле шухăш пăтрантарать пуçăнта? || Ласкать, миловать. Ашшĕ-амăшне. Вăл (она) ун çине пăхса ăна куçĕсемпе савса çеç ларнă. Учите детей. Ача мĕн те пулсан аван тусан, саврăн — çитрĕ. Сред. Юм. Пĕчик ачасĕне амăшĕ савать (йоратать). Юрк. † Сӳлĕ тусем çине улăхнă чух ука хӳрелĕ хĕрсем тĕл пулчĕç, аллисемпе йĕтĕн сараççĕ, куçĕсемпе пире саваççĕ. Альш. Çурăмĕнчен лăп-лăп савать (ласкает). Собр. † Мирун кинин ачине çын савайми тиеççĕ, эпир тытса саврăмăр. || Гладить ласково (напр., по головке, по спине). Изамб. Т. Каçантан саваççĕ (гладить по спине). Ib. Ача йытта каçанĕнчен саврĕ. N. † Пуç тăрринчен тăрлаççĕ, çурăмсенчен саваççĕ, аяксенчен тапаççĕ, ларми тăми тăваççĕ. Турх. † Икĕ çунатна ман умма хутласассăн, эпĕ сан тĕкне аллăмпа савăттăм. || Уважать. Якейк. Çак кил хуçи пит савмалла çын. Этого хозяина можно уважать.

савăт

(савŏт), завод. Юрк. Савăтăм манăн кунĕ-çĕрĕ пĕр чарăнмасăр ĕçлет. Ib. Эпĕ пурăнакан çĕрте савăт хуçи пит начар çын (çук - çын). Бел. Гора. Саксун леçрĕ (меня) сахăр савăтне. Сред. Юм. Савăт çохăртать. Завод свистит. См. савут.

сакăл

(сагы̆л), пежина; пегий, с пежинами (о ногах). Бугульм. † Учĕсем ула, ури сакăл, исправник пӳрчĕ умĕнче. ЧП. Кӳлсен кӳл лашăна лайăхне, кайри урисем сакăлне. Бюрг. † Суйларăм эпĕ ута лайăхне, ялан та кайри урисем сакăлне. Альш. † Лашана кӳлсессĕн, кӳл лайăхне, ялан тăват ури сакăлне. Ib. Сакăл ураллă, шурă ураллă. Ст. Чек. † Хусан хура лашин ури сакăл: купци çавăнмасăр — мĕн тутăр. Ашшĕ-амăш пуян, хĕрĕ сарă: савни савăнмасăр — мĕн тутăр. Пазух. Сакăр юпах тьыха эп ӳстертĕм, сакăрăш те сакăл ураллă. Алших. † Сарă лаша — сакăл ура, ака-туйне пымарĕ; хам савнине илес теттĕм, ахăр турă çырмарĕ. Изамб. Т. Сакăл уралă лаша, лошадь, у которой на ногах пежины. СПВВ. ФВ. Сакăл; сакăл ураллă лаша; выльăх ури пакăлчакĕнче кĕшт шурă тĕк пулсан, сакăл ураллă теççĕ. Тюрл. Сакăл ораллă (задняя пятка белая) лашине кӳлнĕ.

сакăр

(сагы̆р), восемь. Эта форма употребляется как определенне. К.-Кушки. Сакăр пулă, восемь рыб. Сборн. по мед. Сакăр шăл тухмасăр ачана паранкă пама юрамасть. N. Эпĕ сирĕн пата пиçмо яман мар, кунпа сакăр пиçмо ятăм ĕнтĕ.

саккас

заказ (русск.). СТИК. Кан. Пĕр-ик япала çеç, Мускава саккас панăскерсем, килеймен. || На заказ; заказной, сделанный на заказ. Сред. Юм. Атă саккас тутартăм. Сшил сапоги на заказ. Чураль-к. † Саккас тунă сăран атти, тутариччен — тутарас, тутарсассăн — кирлĕ мар. || Заказ, заповедная роща. Ск. и пред. 44. Ĕнер саккасран çавă пушăтпа çĕрле килнине куртăм эпĕ, тет. ЧП. Саккас хĕрринче сарă çеçке. || Назв. поля (прежде был лес). Цив.

сала

седо, селение, в особенности русское селение. СПВВ. N. Чăвашсем нуммай вырăс ялсене сала теççĕ. КС. Сала — хулана çывăх вырăс ялĕ. Тогашево. Онăн кил-çурчĕ сала пек. П. Яндоуши. Атте килĕ сала пек, кайăк вĕçсе тухаймас, эпĕ епле тухăп-ши. Синерь. † Ати çурчĕ сала пак, сала-кайăк тухас çукчĕ, эпир тухса карăмăр. (Солд. п.). ЧП. Вĕçсе çӳрен сар кайăк, сала çавăрас сасси пур. [Слово „сала“ известно в древнетурецк памятниках в значении города, крепости, поселения и т. п. В чуваш. говорах, в которых слово „сала“ выходит из употребления, часто оно заменяется словом „хула“. Трхбл. † Аслă ялçăм Палтиел, хула çавăрас сасси пур. Ib. Уийн килĕ-çурчĕ хула пек]. См. салатуй. || Выселок. Сред. Юм. Куçса ларнă ялĕсене сала теççĕ (даже и чувашские). || Назв. ряда русских селений, напр.: с. Русское Исенево, Марпос. р.; с. Мордово, в 6 км. от с. Елаура, б. Сенг. У., на берегу Волги; с. Русские Норваши, Янтик. р.; с. Высоковка, Шихазан. р.; с. Беловолжское, Козловск, р. См. Шуршу; с. Чиркова, б. Симб. У.; с. Большая Цыльна, б. Симб. У. (Çĕнĕ сала); с. Ишеевка, б. Симб. У. (Хурăн сала) и др. N. Пăртас сали (пŏрдас саλиы), назв. русск. с., Буртасы.

салам

поклон, привет. СПВВ. N. Мĕн пур çыруран салам янине анчах пĕлсе юлатăн. N. Пĕтĕм çемйепе юратса салам яратăп. N. Сан енелле пуçа тайса, уйăх пек çавра, çăлтăр пек çăра, хĕвел пек ăшă, пыл пек юратса салам яратăп. Сунт. Сире пурсăра та çĕклейми пысăк салам яратăп. Шемшер. † Ярмăрккă омĕн ялавĕ ир те салам, каç та салам, ялан савнин саламсем, çорт çомипе йĕр каять. N. Хĕвел пек ăшă, уйăх пек çутă салам. N. Ануш та уксак кĕсре туртайми, уй-хапхинчен кĕрейми пысăк салам ярать. ТХКА 92. Хĕр ашшĕпе амăшне туй пуçĕ Прамун картусне илсе салам кустарса тайăлчĕ, Картусне сулахай хул-хушшине хупрĕ. N. † Пирĕн тăвансем çичĕ уй урлă салам ярсан — салам çитмеç, салам ярма — шур çип кĕпи, хирĕç ярма — пурçăн тутăр. Ал. цв. 20. Çтанасем çинче унăн вутпа çырнă сăмахĕсене, саламĕсене вулать. КС. Пур кил-йышпа сана пысăк салам, атте те пысăк салам яратĕ. N. Ылтăм салам порçăн хотаçпа яратăп. Н. Карм. Эпĕ сирĕн пата савса çак салама яратăп. (Начало письма). Ib. Ун урлă сире пит пысăк салам яратăп. Сиртен те салам кĕтетĕп. Юрк. Сире иксĕре те салам. N. Чунтан-вартан юратса салам яратăп. СТИК. Салам, салам, эрне каçчен качча кай. (Обычная фраза, употребляемая маленькими. Девочка лет 12-ти бьет подругу по спине и говорит эти слова). N. Çав хĕрсенĕн саламĕ-тĕшши (вм. таврашĕ) пылпала хутăштарнă кантăр-вăрри. Альш. † Шур перчекке хĕрсенĕн саламĕ: начар ача çăкăрăн харамĕ. См. Магн. М. 179. || Возврат лихорадки. В. Олг.

салам хочĕ

(-џ̌э̆), письмо. Б. Олг. Эпĕ çа хошăра пичирен вон вонолт çол слушит турăм, только салам хочĕ виç тенкĕ ярса пичи.

салтак

(салдак), солдат. Изамб. Т. Эс салтак-и? Ты солдат? Ib. Салтака лекекен ачасем куçне çыхса хапхаран тухаççĕ. Регули 575. Эс салтак полăттăнччĕ, сана илмĕç. К.-Кушки. Салтаксем хутлăхĕсене пĕр тикĕс илсе пыраççĕ. Солдаты идут на ровном расстоянии один от другого. Никит. Салтака мĕне тохса кайнă чухне каякан çынни çăкăр сăмси касса илет те, çурмаран уйăрат; çуррине çисе ярат, çуррине амăшне парат. Амăшĕ тата каякан ачи кăсинчен вăрттăн окçа кăларса илет. Вара çав çăкăр сăмси юлăшкине, ачи кайсассăн, кĕлете çип çине çакса ярат. Çăкăри çине хăй вăрттăн кăларса илнĕ укçана хурат. Вара кайнă ачи чирлесессĕн, çав укçа хуралса тăрат; чирлемесессĕн — çуттипех выртат, тет. Ачи вилсессĕн, çав çип çине çакнă çăкăр сăмсипе укçа хытă сулланма тапратаççĕ, тет. Н. Карм. Пĕр ывăлĕ салтакра халĕ. Б. Олг. Кăçал ман ачая чĕнеччĕ салтака, шăпа тохат; ачая манне исерчĕç (= илсе ячĕç), çӳç касрĕç, ман ача салтака карĕ. N. Салтакран юлчĕ-ха. N. Пĕчĕккĕлле салтак ĕçне вĕрентнипе вĕсем салтак пуласран пирĕн пек хăрамаççĕ. Ядр. Кам салтакра пурăннă, кама чĕнмелле, кам салтакран юлнă, мĕн-ма юлнă. Якейк. † Эпĕр салтак (вм. салтака) кайнăшăн, ялти яшă хĕпĕртет. Тораево. † Эпир салтак кайнăшăн, пур ял-йыш хĕпĕртет. Турх. Вуникĕ салтакăн пĕр качака ăсĕ чул (вар. чухлĕ) анчах, теççĕ (или: тет. Старая послов.). Изванк. Кăркунне, салтаксене чĕнес вăхăт çитерехпе... Ib. Çак ача халĕ кăркунне салтака каймалла. Орау. Салтак патне çите пуçланă ялти çамрăксем (к 21-летнему возрасту). Юрк. Тархасшăн мана салтакран кăларăр (освободите), эпĕ чирлĕ çын. N. Тата салтак ячĕ тохат çичĕ ачан. Баран. 206. Тĕп-тĕрĕс 25 çул салтакра çӳренĕ (служили). Байгул. Манăн атте Николаевский салтак пулнă. Вăл салтакра вунпилĕк çул пурăннă. N. Салтаксене солăнтарат ĕçпех ĕнтĕ ку патша самани. N. Пĕре кĕрсе юлчĕ салтакран. N. † Салтак нуштине кораччен, килте питĕ начар çын йытти полас полать. (Солд. п.). N. Этемĕн салтака килеччен çуралманни аван. (Из солд. письма). N. Салтак кунĕ пит лайăх мар. Юрк. † Салтак тесе каласан, чĕререн çĕçĕпе каснă пек. (Солд. п.). Чебокс. † Салтак ятне илтесси — пасар кулаç çини мар. Шибач. † Салтак каять, салтак килет, эпĕр кайсассăн килес çок. Сĕт-к. † Ялăм-йышăм янтал пакчĕ, ятарласа çӳрес чох, салтак турĕç — мĕн тăвас? Ядр. † Вăлта хулли кĕлеткемччĕ, салтак кĕлетки пулминччĕ, салтак пăшалĕ йăтминччĕ. || Отбывший службу. ЧС. Якур салтак. || Валет (в картах). Тиханьк. СТИК. Кирпĕч, хĕрес, курак, виннăй салтак. Валет бубновый, трефовый и пр.

салху

(салhу), тоскливый, скучный, печальный, унылый; тоскливо, скучно. N. Кăмăлне пит салху пулнă. Шел. 128. Куккук та питĕ салху авăтать. Шел. II. 16. Хут çийĕнче анчах тăрса юлĕ... хура тĕсĕм... салху мĕлкеçĕм (мой печальный образ). Альш. Темĕскер пулчĕ мана: паян кунĕпе салху çӳреп (чувствую тоску). СПВВ. Х. Салху, савху, скучно. ЧП. Мĕшĕн салху тăратăр? Фин. Финнă çынни темле вăл салху, калаçма питĕ юратмасть. Рак. Салху тесе çынпа калаçман çынна калаççĕ. Унтан тата сывмар çынна та: эй, салхуланнă-çке, теççĕ. О сохр. здор. 133. Çапла чирленĕ çын пĕрмаях салху çӳрет. Дик. леб. 46. Елиса ĕлĕкхи пекех, салху та, хуйхăллă та. Турх. Аннен салхăвĕ пĕтетчĕ. Ст. Чек. Салху çӳрет. Печально ходит. N. Хама хам калаттăм эпĕ: текех ан хурланам ĕнтĕ, салху сăнăма пăрахам, çăмăлланса тиеттĕм. || Тоска, скука, печаль.

самай

самый (русск.). Шемшер. † Ирпе тăтăм, пите çурăм, турра пуççапрăм, карăм вăрмана, тарăн çырмана, татрăм çырлине самай хĕрлине, илтĕм арăмне самай хитрине. || Довольно много, порядочно. ТХКА. Шăллăм çырма-вулама самаях вĕреннĕччĕ. Ск. и пред. 107. Хĕвел хыççăн куçакан уйăх самай çĕкленсен, тухать вĕçме вĕри-çĕлен. N. Йот патша халăхне самай илкелерĕç (в плен). Эпир çур. çĕршыв 25. Сарă яль чăвашĕсем самай тĕреклĕ пуранаççĕ, çӳрессе те капăр çӳреççĕ. Кан. Унта вăл самаях ĕçлерĕ. Сунт. Паян чăпта самай леçрĕç-и? — Леçкелерĕç самай. Сам. 28. Ун чух эсĕ ху та улшăнăн нумай, сăнă-сăпату юсанĕ самай. ЧС. Тата унта самай йĕкĕтсем пĕр-пĕринпе тавлашса чупаççĕ. N. Кунсем самай вăрăмланчĕç, çĕрсем кĕскелчĕç. N. Самай йывăр. || Часто. N. Онпа самай корса поплекенччĕ, халĕ ĕнтĕ вă (= вăл, у) та çок. || Очень. Микушк. Витере самай мăнтăр ăйăр çисе тăрать, тет. СТИК. Пасара карăм та, çуна пăхрăм. Çуна темĕн чухлĕ. Суйларăм, суйларăм та, самай лайăххине суйласа илтĕм (выбрал наилучшие, самые хорошие). || Как раз, точь-в-точь, в самый раз. Альш. -† И, кĕрӳшĕ, кĕрӳшĕ: самай ĕне пăрушĕ!.. (Насмешка). Тогаево. Ончен те полмин, сасартăк пăшал сасси самай пирĕн тĕлтрех илтĕнсе карĕ. Сĕт-к. Самай кĕтӳвĕ тохса кайнă чохне хамăр ĕнесене пырса ертсе ятăм. Ib. Текерле çонаттисампа вăш-вăш, вăш-вăш! туса вĕçсе пырать те, самай пуç тĕлне çитсен, тĕвик! тесе кăçкăрать. Орау. Самай та ашшех çав. Точь-в-точь отец. Яктик. † Пахчи, пахчи панулми, чи тăрринчи сар улми, самай татас тенĕ чух ыткăнайрĕ-каяйрĕ. Байгул. † Вĕт-вĕт чĕнтĕр, вĕт чĕнтĕр; вĕтĕ те пулин самаях. КС. Самай та упăтех çав. Настоящая обезьяна. Сĕт-к. Пирн Улюн самай ыраш вырма пуçланă чох холсăр полса. Пазух. Хура вăрмана тарса кĕтĕм, самай çулçă тăкнă чух. Çуралнă иккен эпĕ аннерен, самай телей пĕтнĕ чух. || Сносно. Тюрл. Матка порри самаях (сносно), матка çокки кичем пек (сиротливо). Микушк. † Ик аллăра патăм ик панулми, кăмăлăра самай пули, тесе. N. Пĕр шухăшласан, çапах вĕсенчен самайтарах пурăнаççĕ (живут лучше). || Облегчение, улучшение (напр., в болезни). Кореньк. Куç самаййи сисĕнмес. Не видно, чтобы глаза поправлялись. N. Людмила куçĕ пăртак самай, тесен, питĕ хĕпĕртерĕм. Ст. Яха-к. Туманнине те туса пăхрăмăр, çаплах кил-çуртра самай еннелле каймаçт, терĕç. N. Çавăн пек тусан, пăртак самаййине курать те, çынсене кайса калать. Хора-к. Эпĕ асапланнине те вăрман илтрĕ, сассине пачĕ, самая килчĕ. Шинер-п. Çавăнтах вăл ак мĕн шухшланă: çав шантала илсе тухса каяс-ха ĕнтĕ, мана вăл та самаях пулĕ-ха, тенĕ. N. Çав çын вара, ыйăхран вăрансанах, самай енне кайнă. N. Куçĕ кăшт самай пулсан (полегчать)... ЧС. Эпĕ аннене яланах: самай-и? тесе ытаттăм. Ман анне самай пулма мар, йывăртан йывăр пулат, пĕр пилĕк кунтан тăрса та ларайми пулчĕ. Ib. Тете патне аттесем, аннесем чун чăтман пирки кашни кун кайнă пекех: кайса, самайне, самай марне пĕлсе килетчĕç (т. е. справлялись о его здоровьи). БАБ. Муш (= может быть) самайрах пулнă та пулĕччĕ-и тен (мне в больнице). Ялти çынсем мĕн курни-пĕри: ачăна унта вилме анчах леçсе пăрахнă. Унта вĕтĕ ун пек тӳрленмелле мар, чирлĕ çынна юри имçампа вĕлереççĕ, тет, тетчĕçĕ, тет. Ib. Пуçу самай-и? А легче что ли голове-то? Ib. Виçĕ кунта иртрĕ эпĕ чирлени, ман пуç çапах самай мар. О сохр. здор. Эмел ĕçсе пурăнсан, чире пĕтĕмпех тӳрлетмесен те, вăл ăна кăшт та пулин самай тăвать.

самантра

в один миг, быстро то же, что саманта, (местный пад. от саман). Букв. 1908. Эпĕ пĕр самантра çавăнта чупса çитрĕм те, йывăç çине хăпарса кайрăм. N. Пурне те пĕр самантрах чĕтреке тытса илет. N. Пĕр самантра чĕтреке — в один момент, Ал. цв. 17. Вăл манăн шухăшсене пурне те пĕлсе, пурне те çав самантрах туса тăрать.

сами

самый (русск.). Альш. Сами аван хаклă йышши çĕрĕ. || Как раз, в самый раз. Имен. Çав кашкăра пушăпа çапрăм та, чопма тапратрĕ, сами эпĕ каяс çолпах карĕ. См. самай, самăй.

самăнча

(самын'џ̌а), то же, что самантра, в один миг, момент. Булат. Эпĕ çăпатана пĕр самăнчех туса пăрахап (в один миг).

-сан

склоняемая основа местоим. эсĕ, ты. Капк. Атте, мана валли кĕнеке илме сан укçа çук, тетĕн? Сред. Юм. Санран нăмай çынах полаймас. Из тебя не может выйти порядочный человек. Истор. Хăвăр пата кайсан, кайран курса ыттисем те чипер пурăнма вĕренĕç. Йӳç. такăнт. 19. Асту сана, нумай ан çӳре! Ib. 24. Чим-ха, тăрам, эпĕ сана. Ib. 59. Чи-им, сана ăйя путекки! Юрк. Сăптăрмассерен: акă сана балык, акă сана балык, тет. Пазух. Ют ял ачи куç хĕсет: мана пырать, тет, пулĕ; пымăп çавă эп сана, манăн савни ялта (в своей деревне) пур. N. Эсĕ унта мĕн тăватăн? Ак эп сана!

сантал

(-да-), сандалии. К.-Кушки. Эпĕ çула тăхăнма сантал çĕлеттересшĕн-ха.

сап

рассеивать, разбрасывать, посыпать. Собр. † Тĕрлемес хапхинчен кĕнĕ чух пăхăр сапса кĕтĕмĕр. М. Тув. † Хура шăрçа ярăмне сапса яма пулмарĕ. Ала 55. Алăк урлă каçсанах, эпĕ унăн куçне çăнăх сапса тултартăм та, тухса тартăм. Изванк. Ăна киле юлса ана тăрăх уçăпа (= ывçăпа) тырă сапма пар, турă. („Тĕп саканче пăт чӳклени“). Ау 339. † Кăйăк-хурсем кайăççĕ карталанса, сап-сар сĕлĕ сапсан та чарăнас çук. Орау. Питрен хăйăрпа сапрĕ те, пĕтĕм куçа хăйăр тулчĕ. Янорс. Вара çуннă çĕртен пĕренисене пакурсемпе турта-турта антарса, аяккала сĕтĕрсе кайса, юрпа сапа-сапа сӳнтерчĕç. Завражн. Сапса янă, разметала (обезьяна горох). || Плескать, выливать. Коракыш. Куркари шыва çĕре сапса янă (она). N. Куркапа шыв сап (плескать из ковша). Юрк. Эсир хăвăр: вăл эрехне мĕн тăватăр? тесе ыйтатăр. Эпир ун пек начар эрехе юлашкине пуçтарнисене çапла сапса тăкатпăр. || Класть яички (о пчелиной матке). Вĕлле хурчĕ 3. Çăмарта сапма (тума) амăшĕ çуркунне хуртсем вĕçме пуçлачченех пуçлать те... || Метать икру (о рыбе). N. Пулă вăлчă сапать. Рыба мечет икру.

сапала

(сабала), разбрасывать, рассеивать, посыпать. Изамб. Т. Чăхсене çиме сапалаççĕ (насыпают). N. Вара вăл çиллипе пĕтĕм пăрçине сапаласа янă та, хăй тара панă. Бюрг. Сăра юхса тухрĕ, вара эпĕ çăнăх сапаларăм. ТХКА 84. Выльăхсене лайăх сапаласа çитеретĕп те эпĕ, кĕтӳре çӳренĕ чухне ĕнесем сĕт лайăх параççĕ. N. Вăл пире кĕркуннехи çил вĕрсе сапаласа тăкма акман пуль? Кан. Сывлăша (кĕлне) вĕçтерсе сапаласа янă. || Рассылать. Полтава 37. Пур çĕрелле çырусем кунĕн-çĕрĕн сапалать (шлет из края в край). || Сорить. Тюрл. || Накрапывать, моросить.

сапалантар

(-дар), понуд. ф. от сапалан. СТИК. Аван кĕтӳçĕ сурăхсене сапалантарса ярса çитерет. Ib. Çиллипе эпĕ тирекен шăрçасене сапалантарса ячĕ. (Говорит девушка или замужняя).

сапаклă

имеющий кисти, с кистями, со стручками. N. † Виç сапаклă çĕр-çырли. Шибач. Шултра сапаклă. Юрк. † Нумай пасар тăрăх çӳрерĕм, сапаклă мерчен тупмарăм. Ib. † Нумай çырла тăрăх эпĕ çӳрерĕм, сапаклă çырла тупмарăм. Тюрл. Пăрçа сапаклă-и? Стручистый ли горох?

сапла

чинить, заплатить, пришить заплатку. Юрк. Кунне вăхăт пулмасан, каç ларса саплама та юрат пулĕ. Ib. Сапласа ывăнтăм, тетĕн, ху çаплах çĕтĕк кĕпе тăхăнтаратăн, вăл епле апла? Ib. Санăн кĕпӳсене сапла-сапла та ывăнтăм пулĕ. Якейк. Çăпатая саплаççĕ (= çăпатая хуçсан, ăна саплаççĕ). ||Заткнуть (дыру), заделать. Т. VI, 11. Сивĕ кĕрес шăтăксене саплама малтан хатĕрленĕ мăка (мох) турă умне хурса кĕлтăваççĕ. Бгтр. Вара аллине пылчăкпа сапларĕ, тет те, киле шыв ăсса кайрĕ (кĕçĕн çын), тет. N. † Уратине хуçсассăн, ăвăспала (осиной) саплăпăр. || Заплатить, возместить. Байгул. † Ай, аттеçĕм, аннеçĕм, ĕçрĕмĕр-çирĕмĕр, салат-хăмлине саплас пуль. (Ĕçкĕ юрри). Ib. Тĕслĕрен машинăсем салатаççĕ, кайран сапламалла. Ib. Вăл хăйне хăй саплать. Оно само себя возмещает, „заплатывает“. Т. VI, 59. Çын анине, çаранне ан ĕмĕтлен, хăвăн юлин юлтăр, сана уншĕн турă амăшĕ саплĕ, тет. Пшкрт. Эпĕ ĕçнĕ-çинĕ вырăння сере торă саплатăр (гов. в гостях при выходе). Шибач. Окçа сапла, Регули 164. Ĕçленĕшĕн мана сапларĕ. Ib. Хăшĕ (кам) çĕмĕрчĕ, çав (вăл) саплĕ. || Наверстывать. Орау. Паян кăнтăрла çитичченех çывăртăм, ĕнер çывăрманччĕ те, ĕнерхине те сапларăм. || Покрыть (расход). ТММ. Выльăх сахаллисем, расхут саплама юрĕ тесе, ĕç шырама каяççĕ. Çам. Хр. Пĕр хуран (яшка) пĕçерсе сутсах расхутне сапласа 40 тенкĕ пулчĕ.

сарăм

(сары̆м), посад снопов на току, настилки снопов для обмолота. А. Турх. Изамб. Т. Сарăмăн ик енне те, е икшер, е виçшер çапса тухсан, ăна тавăраççĕ. Изамб. Т. Унта сарăм сараççĕ. Н. Седяк. Сарăм — çапмашкăн сарнă кĕлтесем. Содр. Сарăм сарăпăр, турă, сарăм перекетне пар. (Моленье). Шурăм-п. Сарăм пуçне çитсессĕн, упăшкине çапла каларĕ. ЙФН. † Эпĕ çапас çапуççийĕ сарăм хĕрĕнче выртминччĕ, пĕри тытса çапинччĕ. (Солд. п.). Юрк. Сарăма сарнă кĕлтисем хытă сăптăрнăран (от ударов молотилыциков) ниçта кĕре пĕлмен. Сред. Юм. Итем варне çапма сарса пăрахнă кĕлтесĕне сарăм теççĕ. Ib. Пĕр сарăм çапса пĕтерсен, тепĕр сарăм сараççĕ. Хурамал. Авăн аштарнă чухне сарăм сараççĕ.

сарă

(сары̆) или сар, желтый. Якейк. † Ыраш вырсан, уй сарă. В. С. Разум. КЧП. Сарă чĕресе тултарма çырла нумай кирлĕ. Ib. † Сарă-сарă чечекĕ, ма сарлакарах пулман-ши? Ядр. † Сăра курки — сарă курка. Тим. † Сарă çăмарта эпĕ хире кустартăм варрисене сарă витнĕрен. Пазух. Карăш килет каршлатса, сар ыраша юратать. Ib. Сĕтел çинчи сарă сăри, тинĕс енчи эрех лапах (точь-в-точь). N. † Шăшки вăрăм, мăйри сарă, татас килет мăйрине. Н. Лебеж. Тепĕр енне сарă саккускă тултартăм. Турх. Сарă-сарă çуртасем ялкăшаç. (Сарă-сарă — впечатление от множества желтых, бросающихся в глаза предметов). Альш. † Сарă çурта пек пĕвĕме эп ӳстертĕм, атте-анне умĕнче пурнас пек. ЧП. Сарă сĕлĕ сапсан та чарăнас çук. Ск. и пред. 26. Сарă пысăк кĕлетрен пĕркенчĕкпе хĕр тухрĕ. Янтик. † Икĕ ача, сарă ура, саркаланса ут çулать. Ib. † Сарă хумăш касса хӳш (= хушă) турăм савнă сар ачапа выляма. Ск. и пред. 67. Сарă хапха килсерен чĕнтĕрленĕ тăрăлă. Чув. пр. о пог. 63. Уйăх сарă, купчеме пулсан, уйăх пĕтечченех хутран-ситрен йĕпе пулкалах тăрат. Если месяц желтый, светлый, то весь месяц будет стоять сырая погода. || Эпитет солнца. Б. Яныши. Кăнтăрла çӳлтен сарă хитре хĕвел хĕртсе пăха поçлать. || Эпитет весны. Б. Яныши. Хаяр сивĕ хĕлле хыççăн хитре, ăшă, сарă çор килет. || Русый; красивый. Микушк. Сап-сар ача — русый, красивый парень, красавец. N. † Сарă-сарă ачисем, сар çӳçĕпе илемлĕ. Сĕт-к. † Атьăр киле, ачасам, сарă вăрăм хĕрсене (варлине) сар ачасам ерчĕç поль. Шел. 31. Сар-кайăк пек сап-сарă пĕр хĕр сиксе тухать те... Никит. Телейлĕ пурăнас тетĕн пулсан, ху сарă çын пулсан, хура хĕре ил, ху хура çын пулсан, сарă хĕре ил. Вотлан. Пасара сар хĕр нумай тухать, сарă кăтри сайрарах. В. Разум. КЧП. † Анне тунă — хĕр тунă (genuit me puellam), ма сарăрах туман-ши? С афф. З-го л. — блондинка. N. † Айта, тантăш, киле кас (= каяс), сана сарри кĕтет поль, мана хори кĕтет поль. Сарри сăмавар лартнă поль, хори хоран çакнă поль, çăмарта пĕçерсе хонă поль. || Масть лошади (саврасый, буланый, соловый). || Назв. растения, папоротник (= шĕшлĕ корăк). В. Олг. || Желтуха (болезнь). Бывают: сарă сарă, желтая желтуха и хура сарă, черная желтуха. ГТТ. N. Ача сарра кайрĕ (= ачана сарă ӳкрĕ). || Яз. имя мужч. МПП.

Сармантей

(-дэj), яз. имя мужч. Рекеев, Патраклă. Юрк. Çта каятăн, Сармантей? — Каллĕ-маллĕ пасара.— Мĕн шыратăн унта? — Тимĕр такан суйлама. Лаврентей пек ачана шыраса та тупас çук. Эпĕ пиччене кăшкăрма, пичче, хăлхасăр, илтмерĕ. Эпĕ пахчарах лараттăм, атте, суккăр, курмарĕ. Хуп касрăм, сăпка турăм, Тарье хĕрне сиктерме, сăпки сиксен, ачи утсан, хамах пырăп килелле. Кайрăм, кайрăм кăвак утпа, çӳрен ута тĕл пултăм. Кайрăм йĕрпе йĕрлесе, Тарье хĕрне вăрласа; вырăслă хапха пит йывăр, Тарье уçса хупас çук || Герой сказки „Сармантей“ или „Сармантейĕн сар чăххи“.

сас

звук, голос, шум. КАЯ. Эпĕ вара сас кăлармасăр макăрса тăтăм. Байгл. Сас аякка кайсан, çăмăр пулать. Ядр. † Пасар йĕки — çĕн йĕке, кустармасăр сас ярат (издает звук). N. Мулкач мĕн сас парать. Произв. см. в сасă.

сасă-чĕвĕ

сас-чĕв, сас чĕвĕ, то же, что сас чу. Ст. Чек. Кăлтăрт туса пăрахнă (ерипе, ĕçе сас-чĕвĕсĕр туни). Ib. Ун çинчен сас-чĕвĕ çук-и (нет ли слухов)? Ск. и пред. 75. Сасă-чĕвĕ илтĕнмест; пĕр йытă çеç вĕркелет, çăвар карма ӳркенмест. Расск. Ку куна çитрĕм ĕнтĕ, çапах та пĕр сасă-чĕвĕ те çук ун çинчен. N. Ялта сас-чĕв илтĕнмест. Альш. Час-часах çулахи кунсенче темĕн-темĕн пирки вăл арăмсем сасă-чĕвĕ туса илеççĕ (вздорят, устраивают перебранку) СТИК. Таста карĕ те, сасси-чĕвви те илтĕнмест. Хурамал. Пĕр çын килет те ыйтать: эс каçхине сасă илтрĕн-и? — Елле (не знаю), сас-чĕвĕ илтмерĕм эпĕ, тет. Юрк. Сасă-чĕвĕ çукран ӳсĕркелесе те пăхаççĕ.

саççим

(сас’с’им), совсем (русск.). Сред. Юм. Саççим аптăранă-çке ĕнтĕ эпир ăсĕмпе. ЧС. Эпĕ çынсем кăшкăрнине илтсе, хăранипе кăшкăрса йĕретĕп саççим. БАБ. Самăй кăнтăрла тĕлĕнче ку сухалакан (на которой он пахал) ана пуçĕнчен шăнкăравпа, павускапа, виçĕ лаша кӳлнĕ, тет, теплескерсем майĕ çук пыраççĕ, тет, саççим. Бюрг. Каснă салма пĕçернĕччĕ те, вăл тутлă, эпĕ саççим кашăк тулли çирĕм.

саттун

саттон, затон. Шашкар. Паян çилĕм тортма Атăла кайăпăр, кайран саттона кĕрĕпĕр. Н. Байгул. Пĕр çул çапла эпĕ ачасемпе Сĕве саттунне пăр шăннине пăхма кайрăмăр.

сахал

(саhал), мало. Якейк. Нумай пĕл те, сахал калаç. С.-Устье. Унпа сахал (этого мало), эпĕ виçĕ тенкĕ хурап. Шурăм-п. Çăлта шапа çук пулсассăн, шыв лайăх мар вара: ăшă, сахалли те сахал. N. Тырă сахал тухрĕ (на веса, или с загона, или с воза — вышло меньше предложенного) N. Социалисăмла революциччен чухăн хресченсен çĕрĕ: сахалран сахал юлса пынă. Арзад. 1908,36. Микиçĕн Çитăрăннинчен 5 кăлтăрмаç сахал. || Редко. Скотолеч. 32. Çак чирпе чирленĕ сурăх чĕрĕлекен сахал. N. Çăпан сахалтан сахал туха пуçланă (чири стали появляться все реже и реже).

сахат

(саhат, Пшкрт: саҕат), час. Якейк. Виç сахата пилĕк минут çитми (в 2 ч. 55 м.) эп килтен тохрăм. Орау. Сакăр сахат çитни? — Çитиман (еще нет восьми). Шор-к. Кăçал пирĕн ялта çорçĕр иртсен иккĕ сахатран пошар тохрĕ. N. Паян эп çич сахатра вăраннă (если о времени вставания узнал после; варантăм — если тут же посмотрел на часы). N. Миçе сахат çитнĕ? (спрашивает проснувшийся). N. Сакăр сахатра тăратпăр та, çурçĕр иртсе 2 сахат иртеччен нихçан та выртмастпăр. Орау. Çав икĕ сахата килме тăрăшăп эпĕ те, килимасан, сыв юлăр вара, васкамалла пулчĕ; каясса 4 сахат анчах каяп та... спаççипă сире. Хочехмат. Пĕр вунпĕр сахат вăхăтра хĕвел-тухăçĕнчен килет, тет, пĕр лаша. Г. А. Отрыв. † Сакăр сахат лартăмăр, тăхăр сахат çитеретпĕр,— каттăршнисам каймарĕç, пирĕн савнисам килмерĕç. Орау. Çич сахата çитесси нумай мар. Ib. Çич сахата кăштах çитиман. Немного (не доспал) до 7 часов. Шорк. Шăп пилĕк сахатра; пилĕк сахат ăшне кĕрсен (çине кайсан), в пятом часу; тăват сахат иртни 15 минут çитсен (15 мин. пятого); тават сахат 15 минут çитми тохрăмăр (без 15 м. четыре); кăнтăрла иртни пĕр сахат (1 час по полудни). N. Паян кăнтăрла выртрăм та, пĕр-ик сахат çывăрса илтĕм (после часа два). || Время, приблизительно равное часу. Яргуньк. Çав карчăк ачине килте кашни сахатрах кĕтсе пурăнать, тет. N. Çак сахатрах, тотчас. || Момент. Шорк. Аçа çапнă сахатрах вот сиксе те тохрĕ. Тотчас после удара молнии вспыхнул огонь. Тип-Сирма. Çак сахатра, в этот момент, в это время. Регули 1337. Эп илтĕм, он чохнех (илтĕм çав сахатрах) пусрăм. || Часы. Орау. Ку сахат çапла шакка-шакках çын ĕмĕрне ирттерет. Часы тикают, тикают, да и натикают чью-нибудь смерть. Ib. Ман сахатпа пулсассăн, сакăр сахат çитме кирлĕ марччĕ. М. Кукшум. Чунсăр çын вăхăт пĕлет? (Сахат). N. Сахата пăх! Посмотри на время. || Караул (стояние на часах). N. † Тантăшсем олаха кайнă чох эпир сахата (вар. салтака) каятпăр. (Солд. п.). См. сехет.

сахуллă

(саhуллы̆), обиженный; грустный. Тюрл. Эпĕ сахуллă полса йолтăм (обиделся).

Сентĕр

(сэнд'э̆р), яз. имя мужч. Б. Олг. Чураль-к. Эсĕ унтан кай, эпĕ кунтан каям, Сент(ĕ)р арман тĕлĕнче тĕлех пулăп. (Тӳмелени).

сехетсерен

ежечасно. Юрк. † Эпĕ каймастăп хăнана: сехетсерен ан кĕтĕр.

сехре

желчь; страх, ужас (с перс.). Н. Седяк. Ст. Чек. Мана улталанăшăн унăн сехри хыттăр. (Проклятие). Ib. Вăл мана улталарĕ, сехри кăна çунтăр (чтобы ему пострадать)! Ib. Вăл салтака кайнăранпа сехрем çунса туххăрĕ (страдала от неприятностей). Якейк. Çав хыçалтан капан пакскер йăванса пынине корсан, ман сехре хопса тохрĕ (напал ужас). Чăв. й. пур. 17. Хăраса сехри хăпнă. СЧУШ. Вилĕм килнĕ те, калать: акă эпĕ, сана мĕн кирлĕ? Стариккинĕн сехри хăпнă та, калать: мана çĕклем йăтма, тет. Питушк. Сехре хопса вилсе кайрăм. N. Çавă пирĕн сехрене хăптать. Ала 93°. Ашшĕне курсанах, ачанан сехри хупса тухăрĕ (перепугался), тет. Кан. Кĕркури арăмĕн сехри сиксе тухать. Альш. Вырăс-тутар курасран (тĕл тулсан), таçтан малтан сехремĕрсем хăпса тăратьчĕç (в детстве). СПВВ. Сехре, сехĕр хăпнă. СПВВ. ФИ. Сехре хăпса тухрĕ, пĕтĕмпе хăпса тухрĕ, теççĕ, пит хăрасан. Орау. Хĕнесрен сехри хăпнă. N. Манăн йăнăшусем çăл-куç пек юхаççĕ, мĕншĕн тесен манăн мĕнтен сехре хăпатьчĕ, мана çав çитрĕ, эпĕ мĕнтен хăраттăм, çав ман пата килчĕ. Хурамал. Эпĕ арманта кашкăр куртăм та, пĕтĕмпех сехрем хăпса тухрĕ. Ib. Ах вара лешсен сехри хăпнă-çке хăранипе, лашапа хуса çитес çук чупнă. N. Ун шăлĕсем сехре хăпмалла хăрушă. Тюрл. Питĕ хăрарăм, сехрем хăпса тохрĕ. Шибач. Ман çавăн чохне сехре хопрĕ (= хытă хăранă). Хорачка. Ох, сехре хопрă, хăрасертĕм (= хăраса яртăм, т. е. хăраса ӳкрĕм), тет. N. Камăн сан чунна илме ирĕк пур, çав çынтан аяккарах пăрăнса çӳре, вара вилĕм сехрипе сехĕрленмĕн.

сыв

(сыв), то же, что сывă, здоровый. Завражн. Якур сыв мар темеççи? — Сывах халĕ. N. † Сывах-и çӳреççи, тейиса, килсе корас терĕмĕр. N. Сыв-и? Здравствуй, здравствуйте. N. Сыв пул, будь здоров, прощай, досвиданья. N. Сыв пулăр, будьте здоровы, прощайте, досвиданья. N. Сыв пултăр! Да здравствует! Юрк. Тăвансем, иккĕн пĕр-пĕринпе тĕл пулсан, тытăнчĕç, тет, калаçма.— Сыв-и, тăван? тесе ыйтат, тет пĕри. Ib. Сыв-и? — Сыв халĕ. Орау. Сыв пул, сыв пул тата... сыв пул тата (дескать досвиданья или до другого раза). Сред. Юм. Хуçи хăнисене: сыв пôл! тесе ĕçет те, онтан хăнине ĕçтерет. Ау 111. Тухса кайнă чухне калать: сыв пулса тăр-ха еппин, тет. Ой-к. Аки-сухи сыв пултăр! (Так говорили в царское время уходящие на заработки). N. Сывран сыв пул. (Из письма). N. Поç сыв чохне. || Здоровье. N. Сан сывуна пĕлесшĕн эпĕ.

сывă

(сывы̆), здоровый. ТММ. Сывă пулăр! Прощайте, будьте здоровы! Сывă пулса тăрăр-ха! Досвиданья! Такмак. Эсĕр сывă тăратра? Чем люди живы. Сыв-и-ха? тет.— Сывă-ха, мĕн кирлĕ? теççĕ лешсем. Конст. чăв. Эпĕ ăна курсанах: инке, сывă çӳретни-ха? терĕм. Н. Карм. Сывă пурăнатăр-и эсир халĕ? Епле сирĕн пурăнăç. Çавна пĕлесчĕ пирĕн. Ib. Хăвăр сывă пурăнатăр-и? N. Киле сывă пырсан, калаçăпăр. Ала 87. Пурте сывă тухрĕç, тет. Изамб. Т. Сывă-и? Çӳретре-ха? — Çӳрекелетпĕр-ха. Хăр çӳретре? Ib. Епле сывă таврăнтăр-и? Н. Шинкусы. Ун чухне куккасен çемйисем, выльăх-чĕрĕлĕхĕсем сывах çӳреймен (не были здоровыми), курăнат. Регули 345. Эп корса она онта, вăл сывă. Ib. 129. Ĕçлеме сывă. ЧП. Ĕçме-çиме лайăх сывă чухне.

сывлăш

воздух. О сохр. здор. Таса мар сывлăш (воздух) çинче. N. † Тарăн шыва чăмса кĕрер-и? Сывлăшпа çаврăнса тухар-и? N. † Атьăр тарăн шыва чăмар-и, сывлăшпа çаврăнса тухар-и? Кан. Кĕлне сывлăша вĕçтерсе сапаласа янă. || Дыхание, вздох. Пазух. Вăрăм кăна сывлăш, йăвăр хуйхă ирĕлтерет чĕренĕн çусене. N. Пирĕн улах таврашне асăнсан, сывлăш та тухас çук. N. Пĕрех: ах! темесĕр сывлăш тухмас. N. Сывлăша веç туртса илет. У меня перехватывает дыхание (при беге, при восхождении). Якейк. † Çил-ту çинчи çил-армань çилсĕр-мĕнсĕр авăрать, пирĕн сывлăшпа авăрать. Микушк. † Пирĕн пек мĕскĕн ачасен сывлăшранах паллă (уже по одному вздоху заметно) хуйхăлли. Бюрг. Сывлăша илет, перехватывает дух (спирт). Ал. цв. 10. Тӳрĕ хуçанăн сывлăшĕ чарăнать,— вăл çав чечек умне пырса тăрат. Что сокращ. жизнь. Пирĕн пурăнăç пĕре сывланă пек кĕске. Изамб. Т. Ват çыннăн чупма сывлăшĕ çитмест. Эпĕ хытă чупрăм та, сывлăш пĕтрĕ (запыхался). СТИК. Чупа-чупа чист сывлăшсăр пултăм (совсем запыхался, не могу дышать). ЧС Каçпала вара сывлăшĕ (у больного) кĕскелсе çиттĕрĕ. Ала 93. Выртсассăн-выртсассăн, ачанăн кăшт сывлăшĕ кĕнĕ, тет. N. Кунтан юлсан, тепĕр сывлăш пурăнма пулĕччĕ. || Ветер. Т. IV. 8. Вĕрнĕ сывлăшсем килччĕр. N. Кĕрешсен те, сывлăша çапнă пек анчах кĕрешместĕп. || Дух. N. Эй савнă çыннăмсем! пур тĕрлĕ сывлăша та ан ĕненĕр, сывлăшсене сăнаса пăхăр. Аршюшк. Вара çавăнтах вуниккĕмĕш сехетре сывлăшне кăларса ячĕ (она). Н. Лобеж. Сывлăшĕ пур та, чунĕ çук. Сред. Юм. Эпĕ кашни çĕр сывлăш тухмасăр аптăратăп вит. || N. Сывлăш çынни пурин çинчен те шухăшлама пĕлет.

сымар

больной, нездоровый. N. Сымар = сывмар. N. Кил ăшчиккинче кирек кам сымар пулсан, час-часах юмăç патне чупса каятьчĕç. Чуратч. Ц. Ман сăмаха кĕршшессĕн ( = кĕрĕшсессĕн), эсĕ сымарсене чĕртекен пулăн, тесе каласа хăварчĕ, тет. Регули 178. Эп сымар поличчен онта кайрăм. N. Анне сымаррипе çӳрейменрен, эпĕ пĕрре кӳршĕсен пуссине шыв ăсма кайрăм. N. Килте пурте сымар выртаççĕ. Дома все болеют.

сымарла

захворать, заболеть. N. Çавăнтан кайран, эпĕ нумай та пурăнмарăм, сивĕ чирпе сымарларăм (мана сивĕ чир тыттăрĕ).

сыпăклă

имеющнй колено, сустав и пр.; составной. N. Сыпаклă çанă, составной рукав. N. Сыпăклă кĕпе, женская рубашка, сшитая со вставкой куска с узорами на груди от плеч до пояса. Если такая рубашка сшита со вставкой куска с узорами (сыпмала), полученного от молодушки в качестве подарка, то она называется парне кĕпи. || „Ступенный“. В. С. Разум. КЧП. Эпĕ пĕр сыпăклă шкулта вĕренсе пĕтерсен, когда я окончил школу 1-ой ст.

сып

хлебать. ЧС. Шыв парсан çăварĕпе сыпат та, сăмсинчен юхса тухат (лошадь). Юрк. † Çак тăвансем асма (= асăма) килнĕ чух сыпаймарăм ăснă кашăкăма. Алших. Кĕселне сыпсан, кĕсел пĕçернипе, сĕт сыпма каçнă чух пурте кĕсел ăшне кĕрсе вилеççĕ, тет. Трхбл. † Хамăр тăван аса килсессĕн, сыпнă яшкамсене çăтаймăп. N. Анне те пер çăмарта илсе çирĕ, тата пăртак сĕт сыпрĕ. Янтик. † Шĕлешен-кайăк чĕппи мĕн çийĕт? Тулă пĕрчи хыпать, сĕт сыпать. Пирĕн аппа-йысна мĕн çиет? — Кулаçне хыпать, пыл сыпать. ТХКА 60. Ирхине тăрсан, пит-куçа çусан, тин уçланă уйранпа сыпа-сыпа, серте-çăмах яшки çисен... Качал. † Пирĕншĕн, апай, ма макрас? Ларас-сăвас ĕне мер, сыпас-çияс сĕт мер. N. † Сыпма та çук син-пыл пĕçерет, тухма (та) çук хуçи тарават. Б. Хирлепы. Сыпса çимелли апатсем, жидкие блюда. О сохр. здор. Тата кирек камăн та: чирлин те, сыввин те, шыва çăвара сыпса çумалла мар (не следует). Сĕт-к. Пĕр чĕлĕ çăккăр касса илтĕм те, твар пуçса шупа сыпса çиса ятăм. || Выпить. Юрк. Эх, сыпмасăр тӳсесси те пит хĕн çав. Эпĕ акă вырăн çук чухне: вырăн çук, тесе, ĕçетĕп. Ib. Сан пек вырăнта пулсан, эпĕ, чăнласах та, сыпса та пăхмăттăм, тет. Ск. и пред. 44. Сыпасчĕ-çке пăртак йӳççине çакăн пек ĕç хыçĕнчен. || Церковный термин: причащаться. || Переносно. ЧС. Ун чухне Пăла (река Була) ейĕве тухас пек сыпса тăрат, тет. П. Яндоуши, Б. Крышки. Каткара шыв сыпса тăрать. Вода в кадке вровень с краями, т. е. она готова пойти через край. Ib. Ма тулли ямастăн? — Халь те сыпсах тăрат вĕт. Что наливаешь неполно? — Итак уж вровень с краями.

сырала

наматывать нить на веретено при пряже или перематывать с другого веретена. П. Яндоуши, Б. Крышки. Эпĕ йĕке сыраларăм. Ib. Çиппе арланă чухне йĕке çине сыралаççĕ. Ib. Сыраланă йĕке, то же, что сыра еки. См. сыра.

си

(-с­и), угощение. Кĕвĕсем. Сĕтелĕрсен умĕнче си паракан, ут пуçĕ-тĕр унăн чĕрисем, шур акăш-тăр унăн чунĕсем. N. † Эпĕ сан патна килсе си куртăм. Бур. † Çак тăвансем патне килсессĕн, çамрăк пуç çĕклейми си куртăм. N. Си кăтарт, угощать. Шибач. Тав сия! тет ĕçтерекен хăнине сăра ĕçнĕ чухне. Слеп. Тав сия! говорят возвращаюшиеся с пирушки всякому встречному. СПВВ. Си, силлес, си куртăм. И. С. Степ. Си, тав сие. См. сий, сăй.

сивĕ

сив, холодный. Якейк. † Çак коккăрта çил сивĕ, çил сивĕ мар — хĕр сивĕ, чон йоратнă хĕр сивĕ. Истор, çӳлелле хăпарна çемĕн сивĕрен сивĕ пулса пынă. Орау. Эсĕр пӳртĕре сивĕ те сивĕ тетĕр, сив пĕрене кĕнĕ пулĕ пӳртĕре пуранă чухне. Çав сив пĕрене пӳрт пурине кĕрсен, пӳрт тем чул хутсан та ăшăнмаст. Вăл пĕрене тахçанччен тăрсан ытти пĕренесем пек çĕрмест, тет. Мусир. † Çӳлти пĕлĕт — шур пĕлĕт, сивви малтан килейчĕ. Якейк. Эп чее сивĕ ĕçме йорататăп. N. Кунта ытла сивĕ мар, ытла ăшă мар — вăхăтлă. Алдиар. Сиввине лаша уйăхĕ, ăшшине ĕне уйăхĕ, теççĕ. || Холодно. СПВВ. Сурса сурчăк ӳкми сивĕ. О сохр. здор. Ăна пĕрре пит сивĕ пулать те, хыçĕнчен вара вăл пит хытă вĕриленсе каять (жар и ожоб). Анат-Кушар. Çанталăк ытла та пĕр пекех сивĕ тăрать. Все стоят морозы. К.-Кушки. Тулта паян сивĕ мар-ши? Ib. Эпĕ чӳрече уçрăм та, сана сивĕ пулмĕ-ши (не будет холодно)? N. Çак уйăх пуш(ш)ех сивĕ тăра пуçларĕ. || Мрачный, сердитый. Ашшĕ-амăшне. Кĕркури пит сивĕ çӳренĕ, сасси унăн çилĕлĕ янăрса çеç тăнă. Юрк. Кай эсĕ, сивĕ япала, кай. Ст. Чек. Сивĕ куççăн пăхат = çиленсе пăхат. Ib. Сивĕ куççăн (пăхса) çӳрет (когда сердит). М. Васильев № З, 58. Шуйтан онтах откалать, онтан татмас сив куçне. Янтик. † Хĕрсем ӳссе çитнĕ чух сив куçăрпа ан пăхăр: хĕр куçăхать, тиеççĕ. N. Он пак сивĕ çын эп нихçан та корман. Вăл итла сивĕ çын уш (суровый). Он çине пăхсан хăрамалла. (Таков был Иван Грозный). || Нечто холодящее. Янбулат. † Йĕтĕн тотăр поç сивви, çак ен хĕрсем чон сивви. || Холод, мороз. Чем люди живы. Симун çĕтĕк картусне хывса лешне тăхăнтарасшăн пулнă, анчах хăй пуçне сивĕ çапнă. Кожар. Вăл киле çитсен, арăмĕ каларĕ: ачасене сивĕ çĕрте (в холодном месте) вĕлересси, кайса пос-килтен лаша топ та, вăрмантан çатрака тортарса кил те, вот хотса ăшă çĕрте вилĕпĕр. N. Сивĕ çапнипе чирленĕ. В. Олг. Ăшăпа сивĕ талашни (в сретенье). Орау. Сивĕсем пайтах пулкаларĕç кăçал. Шумш. Сиввине-ăшшине корнă çын, человек, видавший всякие виды. Янтик. Сивĕ çĕртен кĕрсенех ун патне ан пыр (не подходи к нему с холоду). Чăв. й. пур. 31°. Йĕпере-сапара та, сурса сурчăк ӳкми сивĕре те. N. Сивĕ, холод, мороз. О сохр. здор. Сивĕ çĕре тух (на холод). Регули 1060. Сивĕрен чĕтĕрет. N. Ăшă салатать, сивĕ пуçтарать, теççĕ. Изамб. Т. Лаша сыхлама хăварнă ачана сивĕ вите пуçланă (стал зябнуть). Анат-Кушар. Сивĕ пĕр улшăнмасăрах тăрать. Стоят непрерывные (бессменные) морозы. N. Пĕтĕм ăша витрĕ сивĕ. Орау. Юр айĕнче ăшне сивĕ витичченех выртнă. Кан. Сивĕсем татах пăртак пулĕç-ха. N. Сана сивĕ çапмаст-и? || Неприветливый. N. Хамăрах та кунта та, савни таçта, сивĕ сăмахсем çӳрет те хушăмăрта. ТХКА. Хĕрĕх те пĕр çул пурăнса та, пĕр сивĕ сăмах каламан эпĕ хам карчăка. Пазух. Хăвăнтан сивĕ сăмах илтмесен, çичĕ ют сăмахĕпе ан сивĕн. Кан. Вырăссем пире нимле сивĕ сăмах та каламаççĕ. Н Седяк. Сивĕ яшка сивĕтмест, сивĕ сăмах сивĕтет. (Послов.). || Лихорадка. Собр. Сивве (дихорадку) вĕсем: пĕчĕк ача пулса çӳрет, теççĕ. Унăн çӳçĕ вăрăм та, хăй лутра, теççĕ. Çав сивĕрен (лихорадки) пытансан, вăл тытмаст, тет. Тата, тунката çине шăтнă пилеш витĕр тухсан, пăрахат, теççĕ. Унтан тата, эрех ĕçсен, пăрахат, теççĕ; эрех ĕçсен, вăл ӳсĕрĕлсе нихăçан та пымаст, тет, вара.

сив-чир

лихорадка. Орау. Нюш-к. Сив-чир бывает: симĕсси, кăвакки, хĕрли; самая злая — симĕсси. Ходар. Хăш-хăш чухне пĕрне-пĕрне сивĕ-чир ерсен, вăрмана каять те, чĕрĕ пилеше варăнчен çурса виттĕр тухаççĕ. N. Ах, ачана сив-чир тытнă, ерĕм шывĕ ĕçтерес. Бгтр. Сив чирсем вуниккĕн пĕр тăван пулнă, тет. Пĕре çавсем пурте пĕрле пуçтарăннă, тет те, пĕр кĕпер урлă каçса каяççĕ, тет. Çавăн чухне пĕр сив-чирлĕ çын кĕпер айăнче ларнă, тет. Сив-чирсем тăчĕç, тет те, калаçма пуçларĕç, тет. Пĕри калать, тет: эпĕ çын ăшне пăтăпа пĕрле малтанхи кашăкра кĕрсе каятăп, тесе калать, тет. Тул çутăлма пуçласан, çавсем пурте çухалчĕç, тет. Çын киле тавăрăнчĕ, тет те, арăмне пăтă пĕçерттерчĕ, тет. Вара такмак (кожаный мешок) илчĕ, тет те, пĕр кашăк пăтă ăсса тӳрех такмака ячĕ, тет те, çыхса лартрĕ, тет. Сив-чир такмакра халь те куптăртаттарать, тет. (Вар. Сив-чирсем порте пĕр тăван, тет. Вăсам малтан вониккĕн полнă, кайран пĕри хăй поçне çинĕ, тет. Вăл ак мĕлле полнă, тет. Пĕрре сив-чирсем порте пĕрлешнĕ, тет те, пĕр кĕпер орлă каçса каяççĕ, тет. Çав кĕпер айĕнчех пĕр сив-чирлĕ çын, вăрăсенчен хăраса пытаннăскер, ларать, тет. Сив-чирсем хăйсем çынсене асаплантарни çинчен талпасланса пыраççĕ, тет. Эпĕ çын ăшне пăтăпа пĕрле малтанхи кашăкра кĕрсе каятăп, тесе калать, тет, пĕри. Ыттисем мĕн каланине илтимарĕ, тет. Кайран киле тавăрăнсан, арăмне часрах пăтă пĕçерттерчĕ, тет те, апат çиме ларнă чох такмак илсе ларчĕ, тет. Онтан малтанхи кашăкне ăсса тоти патне илсе пычĕ, тет те, часрах такмака яра пачĕ, тет, пăттине; вара такмакне хытă шатăртаттарса çыха хочĕ, тет. Çав такмакра сив-чир халь те полин коптăртаттарать, тет. Çапла ĕнтĕ сив-чир халĕ вонпĕр анчах йолнă, тет). См. сив тытни.

сик

(сик, Пшкрт: свк), прыгать. N. † Урамăр вăрăм утмашкăн, хӳмĕр çӳлĕ сикмешкĕн. Сызр. † Тапарах та сикерех, уратине хуçарах, эпир тепĕре киличчен çĕнĕ урата хурайĕç. Ст.Чек. Тек сиксе çӳретчĕ-ха, халь сапăрланнă. Все хвастался, а теперь, небось, присмирел. Якейк. † Сик, сик (пляши) хора лаша, пире ыр çын хĕр памаçт. Ск. и пред. 76. Маттур пуса-каччисем вăйран тухса сикеççĕ. N. Тăвар сикет. Соль лопается на огне. N. Хам шăнса кайнă та (озябла), сиксе чĕтретĕп. N. Шăнса сиксе чĕтреççĕ. Беседа. Алли-урисем те сиксе чĕтреççĕ. Пазух. Çакă туйăн варринче, хитре хĕрсем хушшинче, сиксе юрлать туй ачи. N. † Эпир сиксе çупнă чух силленеттĕр маччисем. АПП. Карта сикен лаши пур. ТММ. Суккăр автан сиксе авăтат. (Вутă татни). Ау 29°. Суккăр автан сиксе авăтат. (Вăл та пулин пуртă). N. Коçсăр алтан сиксе авăтĕ. (Портă). Орау. Мур йытти, сиксех вĕрет! Юрк. † Куку сиксе авăтат йĕлме йывăçĕ тăрринче. Ала 73. † Куккук сиксе авăтат, йĕлме йывăç янăрать. || Двинуться с места. К.-Кушки. Ау 18°. Тухтăрсем каларĕç, тет: санăн хăраса чĕрӳ вырăнтан сикнĕ, терĕç, тет. Курм. Хам патарах сик (подвинься). N. Тарçи, кансĕрлес мар тесе, тек сиксе пырать (продолжает пересаживаться), тет; хуçи саваласа пырать, тет. Ашшĕ-амăшне. Вăл çапла пĕр сикмесĕр ларнă. Истор. Пĕр сăмах каласах темĕн тĕрлĕ вăйлă кайăксене вырăнтан сикейми тунă. N. Эп сикмерĕм. Я не подвинулся. || Вывихнуться. Изамб. Т. Ман алă сикрĕ. Трхбл. Хĕне-хĕне ал сыпписем сиксе пĕтрĕç. Бил до того, что все руки отбил. Якейк. Тăпра нумай йăтса ман пилĕк сикрĕ. N. Вăл мана: пĕр-пĕр япалу сикмен-и? тесе ыйтрĕ. Эпĕ ăна: сулахай алă ыратать, терĕм. || Падать. N. Шу сикет, шыв сиксе йохать (водопадик). В разн. говорах: сикекен шу. См. лок-лок, локкит. Лашм. † Пĕлĕт юхат, пĕлĕт юхат, сиксе юхан çурхи шывсем пек. Якейк. Улма йăвăççинчен улми сикмест, теççĕ. (Послов.). || Трещать; издавать треск. Собр. Вилнĕ çын чĕрине касса, пурт кĕтессине чиксессĕн, пӳрткĕтесси сикекен пулать, теççĕ. НАК. Кĕтессине никĕс айне вилнĕ çын чĕрнине хурсассăн, çав кĕтес сикекен (шартлакан) пулать, теççĕ. Çавăнпа чăвашсем пӳрт туртнă çĕре пули-пулми çынпа ача-пăчасене ярсах каймаççĕ. || Трескаться. Альш. † Самартан илнĕ сарă арча, çиччĕ тапрăм — сикмерĕ (не треснул). N. Шăнса çитнĕ çĕр сикет. || Взорваться. В. Олг. Вот тиертсе тохнă, час сиксе тохса каймас. || Быть пропущенным. N. Пĕр сăмах сиксе юлнипе, пĕтĕмпех çĕнĕрен çырмалла пулчĕ. Из-за пропуска одного слова, пришлось вновь все переписывать. || Проходить. ЧП. Аслă вăрманта ырă йывăç, çын курмасăр кун сикмест. N. † Куç-çул тухманни кун сикмест. || Стрелять, дать выстрел. Пшкрт: тэ̆ллӓзӓ удас тӓрэ̆м т̚ӓ, маны̆н пы̆жал секмӓрэ̆, тол’кы̆ листон’ы̆ анџак пы̆т-чат! тӓрэ̆. || Заражать, переноситься, переходить. О сохр. здор. Пĕринчен тепĕрне сиксе ерекен чирсем (заразные болезни). Рук. Календ. Прокоп. Чирсем нумайĕшĕ пĕр çынтан тепĕр çынна сикеççĕ. СВТ. Шатра чирĕ çынтан çынна сикет. N. Усал пурăнăç пĕр çынтан тепĕр çынна час сикет. Баран. 46. Ăна вăл хул-пуççинчен сăхнăччĕ, Ехрим старик илсе пыраччен шыççи (опухоль) хулĕнчен мăйне, кăкăрне сикрĕ. || Гнаться, бросаться. Альш. † Каччă тарăх сикмешкĕн çĕнĕ кас хĕрĕ мар эпир. Алик. Кушак, патша çуртне кĕрсен, патша хĕрĕ тăрăх сикма тапратнă. Сунчел. † Ял-ялĕнчи хĕрĕсем, ах люль-люль, хĕрĕсем, качча хирĕç сикетч-ĕçке; хамăр ялсан хĕрĕсем уява хирĕç сикетчĕ-çке. N. † Ял-ялăнчи хĕрсем, ах лӳл-лӳл, хĕрсем, каччи хирĕç сикет-ĕçке; хамăр ялсан хĕрĕсем уява хирĕç сикетĕ-çке. || Итти в случку. Кан. Ĕнесем çине сикмест. || Плескаться (о крупной рыбе в воде). N. Эпĕр Атăл хĕрне пырса тăрсан, пĕр пулă хытă сикрĕ те, эпир шотсăр хытă хăрарăмăр. || Биться усиленно (о сердце). Б. Яныши. Çав Иван Павлăвăн ернипех чĕри сиксе çӳрерĕ, тет. || В перен. знач. Якейк. Ача сиксе макăрать. Плачет громко и продолжительно. Микушк. † Урама тăрăхла шурă пӳртре сарă сăмавар сиксе вĕре-çке (кипит сильно). Чеб. † Сиксе вĕрет çамрăк чун, тăвана курсан чарăнмĕ-ши (не успокоится ли при свидании с родным)? Пазух. Сăмаварсем сиксе те, ай, вĕреççĕ, чейниксене лартсан, чар(ă)наççĕ. Цив. Хĕрарăмсем пӳртре сиксе хĕрсе пир тĕртеççĕ (ткут во всю).

сиккипен

(-бэн'), вскачь, галопом. ЧС. Тата ачасем урам тăрах сиккипен чуптара-чуптара иртсе кайнине кураттăм та: эпĕ хăçан капла чуптарса çурекен пулăп-ши? тесе шухăшлаттăм.

сиксе ӳк

перепрыгнуть, переброситься. Баран. 126. Тилĕ — хытă чупать. Вăл пит аякка сике-сике ӳкет. Орау. Пĕр луткă çинчен тепĕр луткă çине сиксе ӳкрĕ (перепрыгнул). КАЯ. Эпĕ ниçта кайса кĕримасăр, шари-шари!.. макăратăп, атте çапнă майпе пĕр вырăнтан тепĕр вырăна сике-сике ӳкетĕп. Ачач 98. Чуман кĕсре, кайри урисем çине тĕрекленсе, сухапуç туртисем-мĕнĕпех çӳлелле сиксе ӳкме тăрать. ТХКА 78. Вăрăсен лаши каялла сиксе ӳкрĕ, тет те, нимпе те малалла каймасть, тет. Толст. Лешĕ хӳрине хĕстерсе аяккинелле сиксе ӳкрĕ. || Перебрасываться, быстро переходить с места на место. См. йăлт-ялт. Баран. 125. Юр çăвиччен йĕннине кĕрсе ĕлкĕреймесен, йĕнни патне аякри тĕм çинчен сиксе ӳкет (медведь). || Вздрагивать. Баран. 46. Ача аташа пуçлать, сике-сике ӳкет; ик кунтан вилет те (после укуса гадюки). || Перекинуться, переметнуться, переброситься (об огне во время пожара). Якейк. Вот йонашар кил çине сиксе ӳкрĕ. Пожар перешел на соседний дом. Т. IV. 14. Авăн хурсан, сиксе ӳкесрен эсĕ упра, эсĕ сыхла. || Вылететь (о горячем угольке из печки). Собр. Кăмакаран вутă сиксе ӳксен, усал çын килет, теççĕ. (Послов.).

сиксе тăр

вскочить. N. Эпĕ сиксе тăтăм та, пăхатăп: юлташ тумланнă, темĕскер пăшалĕпе аппаланать. Мусир. Тарăн варти шур турпас, сикет тăрать — тухаймасть. СТИК. Çын ытл’аван выртатчĕ, такшин мур шывпа чаш тутарчĕ те, çын сикех тăчĕ. (Выражается испуг: „он как вскочит“). || Трястись. N. Ӳтĕм те сивве, шăрăха тӳсеймесĕр чĕтресе сиксе тăратьчĕ. || Бить высоко (о ключе). Ал. цв. 9. Çăл куçĕсем таçта çитех çӳлелле сиксе тăраççĕ. || Подняться (на защиту). N. Сиксе тăнă, поднялся (на защиту).

сиктер

понуд. ф. от гл. сик. Кан. Этем тӳсмелле мар хаяр аслати пырса çапнă пек çапса, пире ура çине сиктерсе тăратрĕ (заставил нас вскочить на ноги). Орау. Ма ăна тапса сиктермеççĕ-ши? Почему его не вышибут отсюда (напр., с должности). Юрк. † Виççĕн виçĕ улмине татса илĕпĕр, пĕр çĕлĕк çине ярса сиктерĕпĕр, хăшăмăра тухĕ каймашкăн; аслă пăратăн шăпи сиксе тухрĕ. Ib. Çитмĕл пус тенке кам сиктерет? — Тури хуçа сиктерет. Тури хуçана кам сиктерет? — Çумĕнчи майри сиктерет. Çумĕнчи майрине кам сиктерет? — Пылпа кулаç сиктерет. || Двигать, шевелить. ЧП. Ак çак хĕрсем пит... куçне-пуçне сиктерет (глаза так и бегают). ЧП. Куçна ан сиктер. N. Пурнине те вырăнтан сиктереймен. Янтик. Качи-пӳрнене сиктерсенех вупăр каять, тет. Альш. Ку хĕр урине сиктерет те, пĕрчи хурчăка пулса, автана пырса вĕлернĕ. N. Юр çинче пĕр вырантан сиктермесĕр тавлăкшар тăратнă. || Качать (ребенка). Байгул. Тата пĕр маях пӳртре йăмăкăма сиктерсе ларма хушатьчĕç. || Вывихнуть. N. Пĕр хĕр çавăнта ӳксе аллине сыппине сиктернĕ (вывихнула). Якейк. Ах, ача, эпĕ паян тăпра нумай йăтса пилĕке сиктертĕм. || Пустить сильной струей. Çамр. Хр. Крантран тăрук шыв сиктерсе (пустив). || Пускать вскачь. С. Айб. † Укăлчаран тухрăм, ут сиктертĕм; çырла çеçки пуррине пĕлнĕ пулсан, кирлĕ марччĕ ут сиктерме. В. С. Разум. † Яш çын каять утпала, йăлтти-йăлтти сиктерсе. Ib. Пĕр çамрăк полковник нумай шухăшласа тăман, çăмăл ăслăскер, касаксем хыççăн сиктере панă. Ала 65. † Пĕчĕк çырма сулхăн шыв, ахаль ан каç — ут сиктер; Лашман ялин арăмсене сăмах ан пар (не позволяй рассуждать) — тап-сиктер. || Выпалить (из ружья). Изамб. Т. Унччен те пулмарĕ, ик-виç пăшалтан харăс (вдруг) сиктерчĕçĕ (печĕçĕ). || Пропустить (время). КС. Çак йывăçăн улми çул сиктерсе пулать (через год, т. е. раз в два года). N. Пĕр кун сиктермесĕр, не пропуская ни одного дня. N. Кун сиктерсе, е икĕ кун сиктерсе шăнтать пулсан (лихорадка), выльăх лекĕрне кăтартас пулать (лошадь). ТТМ. Çавăн пек ачасене ашшĕ-амăшсем школа каймасăр кун сиктерсе хăварнăшăн пĕре те хăтăрмаççĕ. N. Кашнă кун ирхине те, каçхине те пĕр сиктермесĕр пирĕн пата пыратчĕ. N. Эрне сиктерсе тăваççĕ çавна. Аттик. Çав кӳлле пĕр-пĕр çул памасăр (жертву) сиктерсе хăварсассăн, çăмăр кăлармасăр çĕре типĕтсе хăртса ярăть. || Пропускать. N. Пĕр сăмах сиктерсе хăвармасăр вуласа кăтартнă. || Обойти, пропустить, миновать. Юрк. Унта юнашар ларакан кӳрши юлташне, хăнине, эрех ĕçмен çынна ĕçтермесĕр сиктерсе хăварнă пек, ялан ĕçтермесĕр сиктерсе хăвараççĕ (минуют, обносят при угощении). || Переносить (здание на другое место) || Перевести (с одного места на другое). Сенчук. Атте мана каларĕ: ачам, лашăсене кайса сиктер-ха, терĕ. Ib. Унтан ытти лашасене те сиктертĕм. || Встряхивать, перетряхивать (солому). Якейк. Авăн аштарнă чохне олăм сиктереççĕ (перетряхивают вилами яровую солому). Изамб. Т. Вара кĕреплепе çиелтен хăпарнă улăмне сиктерсе илме пуçлаççĕ (встряхивают и убирают). Ib. Улăма улăм сеникĕпе сиктереççĕ (перетряхивают). || Тревожить. Ск. и пред. 16. Эсир унта кулянни, пирĕн чуна сиктерет (тревожит). || Подозревать (в чем). Сред. Юм. Ăна вăрăпа сиктереççĕ (подозревают в воровстве). || Случать. N. Кĕсрене сиктер. || Ходить (в игре в шашки). Янш. Норв.

сиктĕрме

шест у зыбки. Изамб. Т. Сиктĕрме — сăпка çакакан йывăç. Юрк. Сиктĕрме унки; сиктĕрме кантри. Пазух. Ача кăмăлне килсессĕн, атте кĕлет — хыр кĕлет, хырă кĕлетре сиктĕрме, сиктĕрмере сикейĕн. Альш. Пĕчĕккеççе Татяна, сикет ларать маччана. (Сиктĕрме). Ib. † Урттăш йăвăç сиктĕрми, улма йывăç пĕкечи (у зыбки). Ст. Шаймурз. † Утмăл-çитмĕл сиктĕрмерен, уйрăм сиктертĕм эпĕ пĕрне. Чуратч. Ц. Сиктĕр-сиктĕр сиктĕрме, пĕр сиктерсе ярăтăм; хамăр савни сар ача, пĕр сиктерех илĕтĕм. || Рессора, качалка. ЧП. Малти урапи сиктĕрме. СПВВ. Урапа сиктĕрми. || Переносно — нрав, характер. К.-Кушки. † Сиктĕр-сиктĕр сиктĕрме, сан сиктĕрĕшне (характер, нрав) кам пĕлмес? См. сиктерме.

Синкер

(сингэр), несчастье, неожиданность, беда. Ст. Чек. Синкер, несчастье, беда; человек, всюду приносящий зло, беду. Ib. Кай кунтан, синкер! (Говорят, напр., мальчику, который что-нибудь натворит, набелокурит). Ib. Синкере никам та кĕтсе тăмас. Никто не желает худого. Альш. Ну эпĕ пӳлмерен тухрăм та, пĕр катăк çу кĕсьене чикрĕм те, кĕлет алăкне туртатăп. Ак, синкер, кĕлет алăкĕ уçăлмас. СПВВ. Синкер: темĕнле синкер (несчастье, беда) çакланасси пур халь. Хорачка. Мана темĕскер синкер (несчастье) полчă. Бур. Çăхан ял урлă кăшкăрса иртсен, синкер пулат, теççĕ. N. Енчен сана пĕр-пĕр синкер вăрăнас пулсассăн. Пшкрт. Апла тусан йорамă, пĕр-пĕр синкер польă. Кратк. расск. 17. Çул çинче темĕн пулас, темĕн килес, темĕнле синкер çакланас пур, тесе, ытти ывăлĕсемпе яман ăна. Ib. 19. Сирĕнпе пĕрле кайнă чухне, çул çинче ăна пĕр-пĕр синкер мĕн ленксе, вăл вилес пулсассăн, эпĕ вара ватăлмалăх кунăмра йĕре-йĕрех вилĕп. Четыре пути. Пиллĕке çитсен, тем синкер лекетчĕ те, сасартăк вилетчĕç. М. Яльчики. Синкер кĕчĕ çурта (несчастье). Сиктер. Курас синкертен, пăрăнтан, выçлăхран сыхласа витсе тăр! (Моленье от града). Юрк. Хăш чухне тата туррăн синкерĕ („наказанье божье“) те пулат, пăр та çапат (градобитие), тет. Ib. Ку синкертен епле кăна хăтăлар-ши? N. Синкер айăпне каçарăр. См. Прокоп. „Прохожд. в землян. ворота“, || Заразная болезнь. СПВВ. ФИ. Синкер — пĕр çын çинчен тепĕр çын çине сикекен чир. || Страшняя вещь. Изамб. Т. Эпĕ синкер куртăм. Я видел страшную вещь. Тайба-Т. Çак пӳртре пĕр синкер. (Шăпăр). || Назв. божества. Хурамал. Альш. Турă синкерне путек. Рекеев. Синкер ернĕ. См. Магн. М. 63, 64, 69, 113. || Укрепление. Мункачи 40.

сиплĕ

полезный, имеющий целебное свойство, здоровый. ОПВВ. Шăпа чир. сор. 19. Унпа лаша пăхĕ куписене сапни питĕ сиплĕ. Баран. 12. Авалхи çăка сулхăнĕнче сивĕ шывлă, сиплĕ çăл юхса тухать шавласа. Ст. Чек. Çумăр сиплĕ мар. Изванк. Çак тимĕр карта çавăрнă чухне те, çапла сиплĕрен çарамаçланаç(çĕ) пулĕ те, анчах эпĕ халччен ăна-кăна илтмен. Ib. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ сиплĕ, тьфу! или: турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ чĕлхи сиплĕ, тьфу! (Из наговора). N. Сиплĕ çын. См. вирлĕ. Юрк. Темĕн тĕрлĕ техĕмлĕ, темĕн тĕрлĕ сиплĕ (о кушаньях).

сирпĕн

(-бэн'), рассыпаться; разбрызгаться, разлететься, полететь, свалиться. Сĕт-к. Çол таршшĕпех тырă сирпĕнсе кайрĕ. СТИК. Çапăп та, сирпĕнсе тухса кайăн (то же, что „пĕрхĕнсе“­, но нет в этом слове оттенка, выражающего страх). Тогаево. Иван торăх лартнă çĕре пычĕ, тет те, пĕррех орипе тапрĕ, тет, торăхĕ çӳлелле сирпĕнсе анчах тохса карĕ, тет. Сред. Юм. Туххăм сирпĕнсе тôхрĕ. Скоро вылетел. N. Пӳрт кантăкĕсем сирпĕнсе тухса кайнă. N. Ун çĕлĕкĕ те сирпĕнсех кайрĕ (свалилась, полетела). Трхбл. Унăн ури шуса кайнă та, вăл аялалла сирпĕнсе кайнă. Он поскользнулся и полетел вниз. Ск. и пред. З4. Акă сирсе халăха, вĕçсе тухать сирпĕнсе Тукмак Петĕр, çырă ача. N. Сирпĕнсе кăна карĕ. N. Салтак тохса сирпĕнет. N. Вăл çапнипе ман лаша сиксе кайрĕ те, эпĕ сиссе те юлаймарăм, çĕре сирпĕнсе те юлтăм. Кайсар. Çапсан, таçта çирпĕнĕн.

суя

ложь. Чăв. й. пур. 6. Çапла каласан вара вăсен суйи тухнă (ложь обнаружилась). N. Чăн сăмахăн суйи çук. (Послов.). N. Суяна кăлар, опровергнуть. КС. Эп ун суйине кăлартăм, обличил в лжи. || Ложный; ложно, неверно. Ст. Чек. Тим. † Чăн-чăн иккен, чăн иккен, пĕртте суя мар иккен. Собр. Мĕн каланине суя ан ту, теççĕ. (Послов.). N. Чăн-и, суя-и? — Чăн. N. † Йĕри-тавра вăрманлăх, эпĕ суес (?) çук пур суясăр, йĕри-тавра тăшмансем, эпĕ çӳрес çук тус-йышсăр. || Ложный, мнимый. Батыр. Сирĕн пӳртĕрсем шурă мăк, тăватă кĕтессинче тăватă ахах, суя ахах мар мĕн — чăн ахах. Ах аппаçăм, йыснаçăм, суя пуян мар мĕн — чăн пуян. Полтава. Суях чирлĕ, мнимый больной. СПВВ. Суя чунпа выртрăм. Лежал без памяти (в болезни). Сред. Юм. Суя чунпа çиç выртрăм. (Пит чирлесе выртсан, калаççĕ; пит хăраса, хăй мĕн тунине пĕлмесĕр çӳресен, калаççĕ).

сул

сол, махать. ЧП. Сылтăм аллупа сулса юл (вслед за уезжающим). N. Вăл мана нимĕн те каламарĕ, пуçне кăна сулчĕ. N. Кăшт сулнипе пурне те тытса тăракан. N. Пĕр хыçĕпе сулнă та, виçĕ пуçне те татнă. Кан. Танюк аллисене мĕн курăнми пуличченех ял енелле сулса, илемлĕ юрăсем шăратса карĕ. Шорк. Вăл ăна çапасшăн патаккипе солса ячĕ. Питĕ солăмлă тивретрĕ. Пшкрт. Алă сол, махнуть рукой. || Ссылаться. N. Санран ыйтсан, эсĕ те хăвăн чăлаху (увечье) çине сулса: эпĕ пахчана кĕме пултараймастăп, те. || Удалить, отстранить. КС. Ун чирне сулса ярас (отстранить, удалить болезнь). || Качать, баюкать. Якейк. † Макăракан ачине солса яма килтĕмĕр, какалакан чăххине сĕлĕ сапма килтĕмĕр. || Раскладывать, накладывать. Истор. Олег вĕсене темĕн тĕрлĕ пысăк куланай сулса хăварнă. Орау. Халăх çине сулса янă (хăй çинчен халăх çине пăрса янă) парăмне. Сделал так, что его долг разложили на народ. N. Сутăн илекен япаласем çине, ют патшалăхран илекен таварсем çине сулса яракан укçасем (косвенные налоги). Трхбл. Кĕпер тума ята çирĕмшер пус сулса янă. На устройство моста на душу наложили по 20 коп. См. сулăм. || Наговаривать, заколдовывать. Альш. Вĕсем (чăн-чăвашсем) ку укçасене темĕн-темĕн кала-кала хăвараççĕ, тет. Ку хальхи чăвашсем пыраççĕ те, илсе килеççĕ вăл сулса хăварнă укçасене. Çавăнтан вара тытăнаççĕ ял çыннисем чирлеме. Могонин. Эх, киремет, эс ман хута кĕрсе çав çынна сăян ту, эпĕ сана хăçан та полин чӳк тăвăп! тесе, киремете сулса хăварнă вара. ЧС. Сирĕн кӳршĕрен, нумаях пулмаçт, пĕр виле тухнă, тухатмăш, çавăн пумилккине пуснă пăру юнĕпе сирĕн витене кĕрсе: выльăх-чĕрлĕх пĕттĕр, тесе, сулса сирпĕтнĕ. N. Эпĕ сан çине сулам. N. Ел-пуçпе сулап. Ст. Чек. Сулнă, навожденный. N. Кӳлле солсассăн, çын вилет, тет. || Науськивать, натравливать, колдовать. Янш.-Норв. Çавăнпа унтан (т. е. тӳркĕлли порăнакан кĕлет йышĕнчен) вĕсем тӳркĕллине сулса: тем кăтартĕ, тесе, питĕ хăраса тăраççĕ. ЧС. Эсĕ ăна валеçнĕ чухне çил-арман патĕнче Куслав Марккипе вăрçнă, вăл вара хăйĕн кĕллипе сулнă (свою киреметь натравил), тет. Изванк. Чи малтак Кукша Майра юмăç пăхма тытăнчĕ. Пăхрĕ-пăхрĕ те, ак çапла каларĕ: ах, сирĕн пурăнăç пит пăтранса кайнă; киреметсем те пĕри те çырлахман, тата пуринчен ытла сире сулнă. Эх! вăт çав сире курайман çын, епле вăл исыян киреметне йăвăрăн сулса тăрат: ав вăл епле сăмахсемпе сулса тăрат, малалла пурăнăç ан пултăр, вăсене хура çĕр витĕнтĕр, уйăх-хĕвел куртăр, хура çĕр витсе илтĕр, çĕр карăнтартăр, вăсем кай-ури ури пек каялла кайччăр, çурчĕ-йĕрĕ вĕтрен тăрри пек кĕл пулса вĕçсе кайтăр, сыпăкран сыпăк пĕтсе пыччăр. Выльăхне-чĕрлĕхне çĕлен-калта ертĕр; хĕрт-сорчĕ сивĕнсе вăсем патĕнчен тартăр. Вăсем çĕртен çӳле ан хăпарччăр, яла тухсан, вăсенчен ял култăр. Турă такăнтарса пытăр анчах вăсене, тесе, çĕрĕпе пĕр çаран çинче икĕ аллипе курăксене турта-турта татса: хăçан та хăçан вăсем çак эпĕ татса тăкнă курăксене сыпса çитерччĕр те, тин этем ывăлĕ-хĕрне ерччĕр, тет, терĕ. („Çĕр таврăш“). Шорк. Сулас — киремете сулас, удовлетворить киреметь. Альш. „Киремете сул“ не значит ли: направить, напустить, „накачать“ на кого киреметь. || Проклинать, желать худа. Ст. Чек. † Асăнаççĕ ырă ăшă кăмăлпа, сулаççĕ усал кăмăлпа. Ib. Ывăлусем çине ан сул (не проклинай). N. Эпĕ малашне ĕнтĕ çынна хирĕç усал сулмăп.

сулла

качать, раскачивать. Хурамал. Сĕтел хушшинче урине сулласа ларсан, амăшĕ вилет, теççĕ. КС. Сĕтел хушшннче урăна сулласа ан лар: амăшĕ вилет, теççĕ. N. Эпĕ пĕчĕкçĕ чухне сĕтел хушшинче яланах урана сулласа лараттăм. Дик. леб. 50. Анчах Елиса пуçне сулла = сулла, куçĕпе пăхса, паллăсемпе кăтартса, хăй патĕнчен тухса кайма кăтартнă ăна. Йӳç. такăнт. 33. Кум, сан питӳ çинче юн пур-çке?.. — Е-е, вăл ахалех! Лаша мар-и вара — пĕррех сулласа лектерчĕ. Изамб. Т. Хăшĕ пурттине сулланă, хăшĕ тимĕр сеникне сулланă, хăшĕ çавине сулланă. Баран. 134. Умра кĕнеке тытса сулласан, çавăнтах сывлăш пите пырса çапăнать. N. † Тутар хĕрĕсем тутăр сулласа ташлаççĕ.

сун

сон, желать. Бгтр. † Ах, пус-килсем (кӳршĕсем), ял-йышăсем, усал сунса ан ярăр. (Солд. п.). N. Вĕсем мана канлĕх суннă пек калаçаççĕ. Ала 91. Эй ачамсем, ахаль каламан: ама-çори амăшĕ, тесе: мана ырă сунан çавă пурăнăçа ан куртăр. Юрк. Çав вăхăтра çынсем пурте çапла савăнса темĕн тĕрлĕ ырăлăх суннине курсан: мана капла пĕлекен çынна ырă сунманни лайăх мар, эпĕ те ăна çынсем умĕнче ырă сунам халĕ, тесе шухăшлать. Ib. Пурте хăна (тебе) усал сунĕçĕ (будут проклинать). Ал. цв. 29. Çилĕллĕ аппăшĕсем, тĕрĕс ĕçлесе тăракан тарçисем, аслă улпутсем, салтак пуçлăхĕсем — пурте каччăпа хĕре ырăлăх-сывлăх суннă. Т. VII. Эпĕ сана уншăн тем пек ырă сунăп (несказанно буду благодарить). Б. Олг. Похăнчĕ хăна, пӳрт толли; сонни (-ννиы) килчĕ пор хăна та (приехали желанные гости). Изванк. Ыр тор ыр сунтăр. (Начало моленья). В. Олг. Лаша лайăх — ларакан çок; пĕренĕк нумай — çиехен (= çиекен) çок, çиехен пор та — сонни çок; сонни (желанная) пор та — варли (-λиы) çок; варли пор та, конта килме вăтанат. Утăм. Тĕл пулмарăм сунан ĕмĕте. N. Çынна хаяр сун, желать другому зла. || Питать добрые чувства, любить. N. Халĕ ĕнтĕ вĕсем Якура хирĕç нимĕн те кăшкăрмаççĕ, анчах хĕрарăмсем сунмаççĕ. Б. Олг. Сăпаççипах аттине пере(= пире) сонса чĕннĕшĕн. Ib. Кам хорат виçĕ пус, кам мĕн чолĕ сонса парат яшка çинĕшĕн. Ib. Киле кĕртĕм (зашел) эпĕ, хорăнташсам патне каясшăн, мана парне параччĕ: пир, сонаканĕ окçа парат, пор те парат, çип те параччĕ салтака кайнăшăн. В. Олг. Эс мана сонмарăн (не почтил; не пришел в гости, будучи зван). Шибач. Сонса пар (йоратса пар). Ib. Ыр сонса (йоратса) килтĕм. С. Айб. † Мана сунакан ыр çынсем, атте-анне килне пырса кур. || Надеяться, чаять, ожидать. N. † Куриччен, курассăн сунмарăм, курсан, калаçасса та пĕлмерĕм. Бюрг. † Сарă-сарă пăри кĕлти, саланмассăнах сунчĕçĕ, саланчĕ-ĕçке, саланчĕ; телĕйсĕр-телейсĕр пуçăма, камалсăр пулĕ, терĕçĕ, кайрăм-ĕçке, кайрăм куç курман çĕре. Толст. Эпĕ ăна вĕренессе те сунмастăм (не чаяла, что научусь). Собр. † Çуратаччĕн çуратассĕн сунмарăн. Кильд. † Çĕнĕ-ах та тир, сакăр тир: çĕлетиччен çĕлетессĕн сунмарăм (не чаял). Н. Лебеж. † Ай-хай атте чунăм, анне чунăм, тупиччен тупасса сунмарăм. N. Апла çырманнисене ӳлĕмрен укçа памасса сунать. Ал. цв. 22. Малалла санăн ман патăмра пурăнассу килмесен, эпĕ сана ирĕксĕр пурăнмалла, ĕмĕр сунмалла тăвасшăн мар. N. Ярах ĕнтĕ мана, халĕ те манăн аттемпе аннем мана курасса сунмаççĕ. ЧС. Чăвашăн пĕр-пĕр çын сымарлансан мĕн тусан, мĕн çине сунма пур вара: е керемет тытнă, е вилĕ вăрăннă пулĕ, тесе, юмăç тăрăх сĕтĕрĕнсе çӳресе супаççĕ, вара. Юрк. Эпĕ санран çыру мĕн илессе сунманччĕ: епле çырса яма асна илтĕн-ши, тĕлĕнетĕп. N. Чӳркӳ праçник кон сонса карăмăр.

суп

выбиться из сил; измучиться, замаяться, уставать, утомляться. А. Турх. N. Супнă, выбился из сил (т. е. выжил из ума). Хурамал. Пĕрре пирĕн лашасем тухса кайнă та, эпĕ вĕсене шыра-шыра шалт супрăм (ывăнтăм). Ib. Лашана шыра-шыра шалт супрăм (ывăнса пĕтрĕм). Юрк. Ку çырăва кĕте-кĕте пĕтĕмпе супрăм. Ib. Çапла темĕн-тепĕр шухăшласа чысти супаттăм. Ib. Эпир ăна ташлаттараймарăмăр, курăсăн, вăл хăй пире супиччен ташлаттарччĕ. Ib. Ашшĕ-амăшĕ юратнă ачи-пăчисемшĕн йĕрсе супнă пулĕ. Баран. 29. Пĕчĕкçĕскер, кунĕпе урам тăрăх выçса супса çӳрет. СПВВ. ФИ. Супрăм, теççĕ, ĕçлесе туса саççим алăран ӳксен. СПВВ. ЕХ. Супрăм — ĕçлесе ывăнтăм. СПВВ. ИФ. Супса ларас — çывармасăр тек сулланса ларас. Тата пит ĕçлесе ывăнсан калаççĕ: ах, çав тĕрлĕ супрăм çав, урана хускатма та вăй çук, теççĕ. Альш. Ывăниччен (= супиччен) выляççĕ. N. Пирĕн çăлăнса пулас çук, эпир ĕçпех супатпăр. N. Шалт вăйран супрăмăр ĕнтĕ. N. Арăмĕ йăпатса ыйтат, тет: Иван тăр-ха, тăр-ха, кала мана, эсĕ ăçта кайса ку тĕрлĕ супса килен? Сред. Юм. Паян кôнĕпе те ларса каниман, пĕрмай ôтса çӳресе чысти сопрăм. Орау. Персе супнă, теççĕ хытă ӳсĕрĕлнĕ çынна. Ib. Айăхпах суппăрĕ. Замаялся спать. Кан. Ĕçкĕпе супса çӳренĕшĕн ятлама тытăннă. Истор. Нумайĕшĕ вăйран супса вилнĕ. Ск. и пред. чув. 20. Ватăлнипе, супнипе хăвăра хăвăр пĕтертĕр. N. Пĕр ăрăвĕ ытла ăсран кайса супа пуçланă. СПВВ. МА. Супнă — йӳтенĕ, сӳтĕлнĕ. Ib. Ай йӳтенĕ старик! || Итти, шагать до переутомления, ходить устало, плестись. Пазух. Супрăм-супрăм сукмакпа, йĕтĕн ани тĕл пултăм та, йĕрсе ларса ирттертĕм. || Свернуть, сторониться. N. Ку ачи шутсăртарах. Вăл супса иртсе кайман. Хорачка. Иккĕн херĕç полса, пĕри сопса. Шибач. Çак солпала кайсассăн, первойхи çолпалах сылтăмалла соп. Ib. Çынсам хирĕç полсан, эс малтантарах сопса тăр.

сур

плевать. Б. 13. Халăх сурать — кӳлĕ тăвать, пĕччен сурать — типсех пырать. Орау. Сур ăна питĕнчен. Плюнь ему в рожу. В. С. Разум. КЧП. Эпĕ сана çапла каларăм пулсан, мана эсĕ куçран сур. Юрк. Ни çăтса яраймаст, ни çăварĕнчен сурса кăлараймаст (не может выплюнуть). N. Ĕçлекенĕн алли çине турă сурман, теççĕ. (Стар. послов.). К.-Кушки. Суртăм, суртăм, ниепле те сурса тасатса кăлараймарăм. Плевал, плевал, и никак не мог проплеваться. N. Ултă кун юнлă сурса выртрăм. N. Кам çак сăмаха сире калать, куçне сурăр. N. Хĕвелçавăнăш çиять те, хуппине сурса пăрахать (выплевывает). Кан. Иртсе çӳрекенсем кăна курсан, пуçĕсене суллаççĕ те, лач! сурса пăрахса, лашисене пушăпа çапса, часрах чуптарса иртсе каяççĕ ку вырăнтан. Ядр. Сор та вĕр, наплюй. || Впитывать, пропитывать, проходить насквозь (о воде). Ст. Чек. Выртан каска шыв сурат (впитывает воду). Кр.-Чет. Ват каскана шыв сорать. (Поговорка. Так говорит старик во время выпивки среди молодежи, когда на его долю достается больше). Кудаши. Йӳçе шу сорнă (= шыв витнĕ). Ib. Çĕре шу сорнă, вода прошла насквозь, т. е. до сырого слоя. Ib. Тонтире витĕрех шу сорнă (= витĕрех кайнă). Ib. Çĕре шу ик-виç вершок сорнă. Трхбл. Йывăççа шыв сурнă. Ib. Шыв сурнă йывăç йывăр пулат, час типмес. Ядр. Шыв çĕре сорать (= витĕр каять, идет сквозь). || Выходить в виде пены из дерева (о воде, о соке). Янтик. Йывăç шыв сурать. (Говорят, когда во время колки сырых дров от удара топором выходит вода). Б. Аккоз. Хурăн шыв сурать. (Говорят, когда на месте надреза коры березы выходит сок и образуется на этом месте нечто похожее на пену). || Стрелять. Сред. Юм. Пăшал персен: пĕри сôрчĕ ĕнтĕ, тем вĕлерчĕ, теççĕ. || Ворожить, наговорить. ЧС. Алине пĕр курка шыв илсе сура пуçларĕ: хут çине пăхнă пек каласа сурса кайрĕ (старуха). Якейк. Атя-ха, инки Мария, куç чĕлхи сорма, тем полч, кĕçĕр иккĕн те çуримарăмăр. N. Алла кастартăм, тимĕр чĕлхи сур-ха часрах. N. Вăл часрах çавине пăрахать те, ватăрах çынне чĕнет аллине сурса яма. Чăвашсем 38. Е пĕсмĕлле, пĕр турă, ампрах (= ан пăрах). Амин. Пичĕкери сăрампа, хăнам-вĕрлемпе, çунатлă кайăкăмпа, хуранлă путтăмпа (= пăттăмпа) асăнатăп, суратăп. Амин. Т. VI, 29. Пĕчĕкери сăрапа, хăнам-вĕрлемпе, çунатлă кайăкăмпа, хуранлă пăттăмпа асăнатăп, суратăп. Амин. ЧС. Тата хăшĕ, аммăшĕ çимĕкре ваттисене хывнă каç: вăл ваттисене хывасси пирĕн килте малашне ан пултăр, вĕсем пичĕ çине сурам, тесе, çĕре лач! тутарса сурчĕ, тет. Ходар. Ăна (старухе, лечившей от куç ӳкни) анне пĕр пĕремĕк пачĕ те, вăл çав пĕремĕк çине ак çапла каласа сурма тапратрĕ (т. е. ворожить). Арçури. Вĕрет, çурать, пӳсмăрлать. В. Олг. Осал чĕлки сорни.

суранлă

больной, израненный, с ранами, с болячками. Ильм. Каччи калать: эпĕ епле илем вăл хĕре: курман та, илтмен те, вăл суранлă пулсан, тет. N. Пичĕ-куçĕ унăн ялан суранлă.

сурăх-ури

сорăх-ори, сурхури, сорхори (-h-), букв. — „овечья нога“. Зимний праздник молодежи, сопровождавшийся в недавнем прошлом гаданием, когда впотьмах в хлеве ловили руками за ногу овец. Прежде (по крайней мере в северной части Чувашии) он совершался в З-ю пятницу после Николина дня (6 дек. по ст. ст.), а позднее в одних местах сурхури стали называть ночь под рождество, в других — ночь под новый год, в третьих — ночь под крещенье. Помнили и старое время празднования сур-хури, т. е. З-ю пятницу после Николы. В общем, праздник этот по времени совпадал с русским рождеством и святками с их гаданиями и уже представлял смешение чувашского и русского праздников. На этом основании русский христианский праздник рождество (в чувашской переделке „раштав“) в некоторых местах чуваши назвали словом сурхури или сорхори (сорхори конĕ — 25 декабря по ст. ст.). Последнее название известно в северной части Чувашии, а слово раштав в этом значении там не употребительно. В южных частях, напротив, рождество почти исключительно обозначается словом раштав, а сурхури означает лишь гаданье под новый год (сурхури тытни). Изамб. Т. Хăшĕ-хăшĕ сурăх ури тытаççĕ. Картара, тĕттĕм çĕрте, шур сурăх тытсан, ул арăмĕ сарă пуласса пĕлтерет. Хĕрача тытать пулсан, упăшки сарă пулассине пĕлтерет. Камăн сурăхĕ хура, улă арăмĕ хура пулассине пĕлтерет. Суккăр, уксах сурăх лексен, арăме çуккăр, уксак пулассине пĕлтерет. Бисяр. Çĕнĕ-çул каç тĕттĕм çĕрте сурăх ури тытаççĕ: кама шурă сурăх лекнĕ, унăн арăмĕ шурă пулать, теççĕ, кама хура сурăх лекнĕ, унăн арăмĕ хура пулать, теççĕ. Шарбаш. Сурăх-урисем те, çăварнисем те лайăх иртертĕмĕр, N. Сорăх-орисĕр, раньше святок. Ала 30. Ачасен юри. Çиттĕр, çиттĕр сурăх-ори, сурăх-ори, сурăх-ори терĕмĕр, сорăх-ори çиттĕр, ай, курăнать, атьăр тухăр, ачасем, урам тăрăх кайăпăр, килĕрен киле çӳрĕпĕр, килĕрен кукăль чӳклĕпĕр; мучи пире кӳртетни. Кӳртмесессĕн, каятпăр; кӳртет, кӳртет, ан кайăр; кинемей, пире кукăль пар, паратни та памасни, кукăль парсан, каймаспăр; парать, парать, ан кайăр. Ib. 100. Сорăх-ори йорри. Сорăх-ори Кĕркори, Ваççа хĕрĕ Варвари, Тӳми çохи латтым çок, кĕтĕмĕр те тохрăмăр. Пĕри така, тепĕри пытяк, мекекек, мекекек! Шурăм-п. Сурăх-ури чухнехи вăйăсем. 1. Пуслăх тăратса йăвантараççĕ: арçын пулсан, пуслах йăваннă енчен хĕр илет; хĕр пулсан, çав енне качча каять. 2. Пуçа путалка тăхăнса уçă хапхаран тухаççĕ: ниçта лекмесĕр тухса кайсан, хусах — çак çулта авланать, хĕр — качча каят, тухаймасан — çук. З. Пӳрт умне кайса итлеççĕ. Укçа шутланнине, укçа сасси илтес пулсан, (пуян çĕртен илсе) пуян çĕре кайса, пуян пурăнмалла. 4. Ампар умне кайса итлеççĕ: тырă юхнине илтсен, пуян çĕре каятăн, кушак-кайăк кăштăртатнине илтсен, чухăн çĕре каятăн. 5. Йĕтем çине выртса итлеççĕ: пуртă сасси илтсен, тепĕр çĕн-çулччен вилетĕн. 6. Çăл кайса питреççĕ. Упăшка пулас ача çĕрле тĕлĕкре çăл уççи илме пырать. 7. Таса юр çине кайса выртса, хăйсен кӳлепине хăвараççĕ. Ирччен çавăнта тыр пĕрчи пырса выртас пулсассăн, аван çĕре кайса, пуян пурăнатăн, йытă пăх мĕн тупсан — вилетĕн. 8. Чăх тытаççĕ. Малтан урайне çатмапа шыв, çăкăр, тенкĕ, кăмрăк, кĕл хываççĕ. Вара, чăххисене ярсан, вĕсем мĕн сăхнине пăхаççĕ. Çăкăрпа тенкĕ (украшение из серебояных монет) сахсассăн, пуян çĕре каятăн, кĕлпе камрăк сăхсассан, чухăн çĕре каятăн. Шыв ĕçсессĕн, эрех ĕçекен çынна каятăн; чăхху, урай çине ярсан пăтратса вĕçсе çӳрес пулсассăн, упăшку вĕçкĕн (çăмăл çын) пулать, лăппăн çӳресен, йăваш, лайăх çын пулать. 9. Аслăк çинчен улăм тухса çыртаççĕ. Камăн тырă пĕрчиллĕ лекнĕ, çавă пуян çĕре каять, пушши лекнĕ пулсассăн, чухăн çĕре каятăн. 10. Чашăк çинчи шыв çине çурта ирĕлтерсе яраççĕ. Çурта тăмламĕ шыв çинче путса чашăк тĕпне тивес пулсассăн, качча каятăн; путмасассăн — каймастăн. Çурта тăмламĕ сивĕнсен, çӳле хăпарать. Вара, çак тирĕк тĕлĕнче тăрсассăн, пуян çĕре каятăн, кăмрăкпа кĕл тĕлĕнче тăрсассăн, чухăн çĕре каятăн. 11. Кĕнчелеççи çинчен сус туртса илсе, хуллен йăвалаççĕ те, çунтараççĕ. Кĕлĕ çӳлелле хăпарас пулсассăн, авланатăн, çӳле улăхмасан — авлаймастăн. Кĕл сарă пулсассăн, матку сарă пулать, кĕл хура пулсассăн, матку хура пулать. 12. Шăтăрнак шутлаççĕ. Пĕр хушăра мăшăр тухсассăн, ху та мăшăрланатăн, мăшăр тухмасан — авланаймастăн. 13. Улăм пĕрчисене çатма айне хурса нăриклеттереççĕ. Çав упăшка пулас ачан ятне каласа парать. Улăм пĕрчи миI ми! киI киI тет. Хĕрĕ: манăн упăшка пуласси Микит, тет. N. Хĕрсем сурхурине хăмла парсан: пирĕн те каяс, эпир те сурхурине хăмла панă, теççĕ. N. Эпĕ санăн çыруна илтĕм сорхори тепĕр конне, декабĕрĕн 26-мĕшĕнче. Чертаг. Сôрхори, сôрхори, пĕр вĕç вакра, пĕр вĕç картара. Тораево. Ме, ме, сурхури, çулталăкра пре (= пĕрре) килет, юрлăр, юрлăр, ачасем. Куклĕ парас сасси пур: парать-и, памасть-и? Парать, парать, ан кайăр. (Из „сурхури юрри“). Якейк. Сорхори чопнă чох ачасам кашнă çын панчех коккăль татăксем кăсия чикеççĕ. Каран çав коккăльсене сорăхсене параççĕ. Çапла тусан сорăхсам лайăх порнаççĕ, хонаççĕ, теççĕ. Бгтр. Сурхури ачисем — ребята, бегающие в этот праздник по домам. Пир. Ял. Улахра сурхури кукăли çинĕ чух чухăн ачисемпе пуян ачисем хушшинче тавлашу тухса каять. Абаш. Сорхори чох килтĕм. N. Сорхори кон килтĕм. Пришел (приехал) в день рождества. N. Сорхори витри — симĕс витри, симĕс витри коптăрт! тет, айта, тантăш, киле кас (= каяс). N. Тепĕр эрнерен сорхори салачĕ поçтаратпăр. Бгтр. Сурăх ури. Ӳте кĕнĕ кун (первый день мясоеда, т. е. день рождества) каçпа ачасем урама пуçтарăнса тăраççĕ. Вара такмакпа хутаç тупса тухаççĕ те, урамăн чăн хĕрĕнчи пӳртрен пуçласа, килрен киле кĕрсе çӳреççĕ. Çӳренĕ чух ĕлĕкрех: „сурăх ури, сурăхсам питек туччăр-и, арăмсам ача туччăр-и, хĕрсем хĕсĕр пулччăр-и!“ тесе кăшкăратьчĕç. Халĕ пирĕн апла кăшкăрма пăрахнă. Пӳрт-умне хăпарсан, унта сикеççĕ, тĕпĕртетеççĕ. Вара пӳрте кĕреççĕ те, тропарие кондак юрлаççĕ, ĕлĕкрех апла юрламасчĕç. [Здесь приведено описание сурхури до Октябрьской революции, в переходный период от язычества к христианству, когда старый народный обычай уже стал вытесняться и заменяться обычаем „славления христа“. Ред.]. Юрласа пĕтерсессĕн: „пăрçа çакăн çӳлĕш пултăр“, тесе, пăрçасене чăштăр-чаштăр çӳлелле сапаççĕ. Пӳртре кĕçĕн-çын пулсан, е хăна-хĕр пулсан, ăна та пăрçапа сапаççĕ. Вара: кĕрпе пур-и? çу пур-и? тăвар пур-и? тесе ыйтаççĕ. Вара вăсене пăрçа, кĕрпе, тăвар, тата хăшĕ çу параççĕ. Тухса кайнă чух сурăх-ури ачисем: „сак тулли ачи-пăчи, урай тулли питекки, пĕр вĕçĕ шывра, тепĕр вĕçĕ картара“, теççĕ. Пур çын патне те кĕрсе пĕтерсен, пĕр яракан çын патне килеççĕ те, пăрçапа пăтă пĕçерме тапратаççĕ. Кашни кĕтшер (понемногу) вутă йăтса килеççĕ, тата хăйне валли кашăк илсе килеççĕ. Апат пиçиччен ачасем темĕн тĕрлĕ те выльляççĕ, юрлаççĕ. Пиçсессĕн, çуллă туса çиеççĕ, вара киле тавăрăнаççĕ. Ĕлĕкрех, апат çисен, кĕлетке тума каятьчĕç: юр таса çĕре каятьчĕç те, унта месерле выртса, кĕлетке туса хăваратьчĕç. Тепĕр кунне ирех кайса пăхатьчĕç. Камăн кĕлеткине йытă е кĕрĕк мĕн (= кирек мĕн) таптана, вараланă пулсан, çавă вилет, тетчĕç. Халĕ пирĕн апла тума пăрахнă. Хурамал. Сурăх-урине çĕнĕ çулпа крещение хушшинче тăваççĕ. Хĕрсем нумайăн пухăнса салат пухса сăра тăваççĕ. Сăрана хатĕрлесен тепĕр кун ирхине икерчĕ хураççĕ те, каç икерчине пĕçереççĕ. Унта пасар çăнăхĕнчен (из крупчатки) вĕтĕ йăвасем пĕçереççĕ, вăл йăвасене чепчек теççĕ (тутарла). Каç пулсан ват çынсем пухăнаççĕ. Вăлсем укçа параççĕ те, вăсене хĕрсем сăра ĕçтереççĕ. Ваттисем кайсан, çамрăксем ĕçме тытăнаççĕ, купăс-кĕсле каласа ташлаççĕ, сăра ĕçеççĕ, çупа икерчĕ çиеççĕ, чепчек валеçсе параççĕ. Унтан хĕрсем каяççĕ сурăх-ури тытма. Сурăхсем хупнă витене кĕреççĕ те, камăн аллине мĕлле сурăх лекет, пĕрер сурăх тытса, мăйне паллă япала çыхса яраççĕ. Тепĕр кун кайса паллаççĕ: ватă сурăх лекни, ватă качча каять, теççĕ, çамрăк сурăх лекни çамрăк çынна каять, теççĕ. Унтан анкартине каяççĕ, капантан тырра шăлпа çыртса туртса илеççĕ те, пучахне йăваласа, тĕшшине суса пăхаççĕ: тĕшши ытă (нечет, непарно) тухсассăн, тепĕр çулччен качча каймасть, тĕшши тĕкел (чёт, парно) тухсан, качча каять, теççĕ. Унтан каяççĕ пуян çын çурчĕ патне, кĕлечĕ хыçне тăрса итлеççĕ: пуян пурăнас пулсан, укçа сасси илтĕнет, теççĕ; çавна: тăн итлерĕмĕр, теççĕ. См. Магн. М. 97.

сорăх кĕтти

овечье стадо. Эльбарус. Çитерсе çӳренĕ чохне эпĕ сорăх кĕттин пĕр айккине тăтăм, пиччесен хĕрĕ тепĕр айккине тăчĕ.

сут

сот, продавать. Трхбл. † Аршăн-аршăн çутă ука сутаймашкăн тухнă эпир. Регули 724. Ку пӳрте сотаççĕ (пӳрт сотăнать). Ib. 707. Хăш сотмалла япалине онта хăварас. Ib. 687. Сотмаллине онта хăвар. Ib. 206. Она сотиччен хам тăхăнам. Якейк. Толти (на дворе) чăххисам хырăмшăн сотаççĕ анчах, пит çиясшăн. Чăв. й. пур. 30. Арăмĕ вилсен, юлашки тӳшекне те сутса ĕçнĕ вара. Сред. Юм. Ӳлмерен (= ӳлĕмрен) эс ôн пик япалана сотнă ан пôл вара (вперед, чтобы таких вещей не продавать). Ib. Ӳлмерен ôн пик япалана сôтнă пôл пĕрех эс! У меня еще вздумай-ка такие вещи продавать. N. Сутма атте кирлĕ мар, илме атте кирлĕ, теççĕ. (Послов.). КС. Вырăсла эпĕ сана сутса ярăп (т. е. я хорошо знаю по-русски). Альш. Тутарла пĕлекен çинчен, вырăсла пĕлекен çинчен: вăл тутарла сутса ярĕ, теççĕ, вăл сана сутса ярĕ вырăсла, теççĕ. Пшкрт: эс онβа с'ыβы̆с'сан вы̆л ы̆ҕуна т̚а сотсэрэ̆ (= сотса ярĕ). N. Мана вĕсем сотасшăн. || Наказывать (в игре) за неуменье разгадать загадку назначением жениха или невесты из среды неподходящих лиц. N. Тимĕр йыттăн сӳс хӳре. Туп, тупмасан сутатăп. Сана, Урине, Альляха парап; эсĕ, Хветĕр, Суккăр Кучăва ил. Хăшĕ: пĕлеп, тесе, сутасран хăтăлса юлать те, тупимасан, çаплах та сутаççĕ.

сутă

(-ды̆) или сут, торговля, продажа. Менча Ч. Сутта кайсан, сутă перекетне парăсăнччĕ. (Моленье). N. Вотă сотрăм, пошăт сотрăм, сĕлĕ сотти те турăм, çăнăх сотти те турăм, тата пыл и сохан соттн те турăм. ТХКА. Мăйăр сутти укçипе атте Шăхасан пасарĕнчен пĕр хĕрлĕ пăру, хура сысна чĕппи илсе килчĕ. Тет. Пĕр çын сутта кайнă, тет. Почем овес? тесе ыйтат, тет, кунтан вырăс.— Авăсман, хам алланă, Праски тиенĕ, тесе калат, тет, вырăса хирĕç. (Старая шутка). Бгтр. Пĕрре пĕр çын Шопашкара сотăпа кайнă, тет. Кан. Аш сутти тăвакан меçниксем. Ib. Шутласа пăхсан, кулач сутти пек тупăш паракан сутă çук та темелле. Яргуньк. Пĕрре эпĕ пичисемпе сутта кайрăмăр (продавать хлеб). N. Какай сутти тăваканскер. N. Хур сутти тăвать. Изамб. Т. Кĕркунне е вăрмана, е сутта каяççĕ. Янш.-Норв. † Хĕллехи кун сутта турттарма çуна турти кирлĕ хурама. Чăв. й. пур. 13. Кайса килсе хăй кил сутти укçине (деньги от продажн своего дома) пĕтĕмпех пĕтерчĕ. Альш. Çав кун пирĕн сутта тиемеллеччĕ; акă ман атте кĕлет уçрĕ те, шăналăка шыра пуçларĕ. Ib. Çав выльăх тирĕсен суттине (на вырученные от продажи кож) вĕсем эрех ĕçнĕ, тет.

сутăн

сотăн (суды̆н, соды̆н), продаться. N. Эсĕ мана: çав 70 пуспах сутăнать, тесе шутларăн пулмал(л)а. Кан. Мĕн эпĕ хама хам пуяна сутăнса пурăнатăп, каям пĕрех-хут юсăва! || Пропасть, погибнуть. Шибач. Эс онпала çып(ă)çсассăн хута сотăнан (пропадешь). || Разоряться (делать большие расходы). Изамб. Т. Пĕр-пĕр ĕçе лексен, çын сутăнат (разоряется). ЧС. Эй лашам, лашам, халиччен мăйăнтан хăмăт тухмарĕ, вăрра кайрăн, вăрăран сутăна-сутăна тупрăмăр (с большими расходами), çапах та пире пӳрмерĕн иккен, тӳрлетес тесе пӳкле вилĕмпех вĕлертĕмĕр пулĕ, тет.

сут ту

судить, осудить. НЧ. Эсĕ пĕр айăпсăрах вĕлермелле сут тунă çынсене вилĕмрен çалтăн. N. Хайхи улпут: эпĕ сут тума пĕлетĕп, çыхса ларт мана, тенĕ. Орау. Халĕ кил вырăнне хамăр çине сут турăç (присудили усадьбу нам), хучĕ (приговор) çине пичет пустартăм. Н. Сунтар. Эсĕ пире сут туса тăр. Ты суди нас. || Обсуждать. N. Чирсенчен пулăшу парасси çинчен сут тăваççĕ.

суха

соха (суhа, соhа, Пшкрт: соҕп), соха. Юрк. Суха таврашĕсем: купташка, калек, пăркăç, суха тытки, суха тимĕрĕ. Пшкрт. Части сохи: соҕа сы̆βаλиы, соҕа торδиы, соҕа копτиы, сорβан хы̆ми, хыз'олδиы пошкар, соҕа темри. В. Олг. Части сохи: соха копти (рассоха), соха ари (= аври, ручки), соха ораççи (поперечная палка), соха пăйи (подвои), соха çăпали (полица). Якейк. Соха хатĕрĕ: соха пуç, соха торти, соха аври, копта, пота пăявĕ, соха коптине тытакан вĕрен, сорпан хăми, пота пăяв патакки, торта пуç кантри, соха тимĕр, соха калак, карлав, тыр конти. Çĕнĕ-Мăчтăр. Суха; суха капташки, суха тимри, суха пăяв, суха тытми, суха савăлĕ, суха турти, суха каликки. || Пашня. В. Олг. Соха патне ыран ирех каймалла. Никит. Иван пичче апат хыçĕнчен улпут хырĕм турĕ те, суха патне кайрĕ. Баран. 120. Ака-суха тума йывăçранах сухине, сӳрине тунă. N. Суха çине, на пашню. N. Суха кампа тăвассине эпĕ кунта пĕлместĕп. Вута-б. Сухана пĕтерсен, анкартине сухалаççĕ, вара уммасене лартаççĕ. Четырлы. Кристянсем тырă акма сухана тухаççĕ. СТИК. Сухаран килтĕм. Приехал с пашни. N. Соха атте кисе сохаласа пачĕ. N. Атте сухана кайнă, йинке пасара кайнă. ЧС. Сухара (на пашне) турĕ пыратьчĕ (лошадь). Токшик. Тăпра типсен, суха патне тухаççĕ. N. Пирĕн çĕр ĕçлекен çыннăн килти ĕçсем: суха сухаласси, тыр вырасси, кĕлте кӳресси, авăн çапасси. N. Хапхана уçса яр халĕ еппин, эпир иксĕмĕр сухана тухса каяр. N. Сохасем хамах сохаларăм. N. Суха хытă пулчĕ (жесткая земля). Урож. год. Сĕлĕ сухине тăвать.

сухал

сохал (суhал, соhал, соҕал), борода. Шурăм-п. Çуллă ан çи, сухал час тухать. Хочехмат. Эпĕ те унта пулса, ереке, сăра, пыл ĕçсе-çисе, сухал тăрăх юхрĕ, çăвара кĕмерĕ. (Из сказки). Икково. Сохальне ик айăккине хырнă, янаххи вĕçне хăварнă. На щеках волосы сбриты, а на подбородке оставлены. КС. Сухал, борода и усы. Ib. Янах çинчи сухалне хырнă, тути çинчине хăварнă. N. Сухалĕсем анчах туха пуçланă. Только что начали пробиваться усы. || Усы у кошки. Орау. Ха, кушаккин сухалне ĕнтсе янă. || Бородка у петуха. Якейк. Пирн атан вăрçса сохалне чĕп-чĕр йон тунă. || Мелкие корешки дерева, мочки. Календ. 1906. Йывăçшăн вĕт тымар пит хаклă. Çавăнпа илнĕ чух йывăçăн вĕт тымарĕ (сухалĕ) пурри-çуккине астуса илес пулать. || Жабры. Б. Олг. Полă сохалĕ, жабры. || Назв. украшения; нагрудник из серебряных монет. Н. Седяк. Хурамал. Сухал; пир çумне тенкĕ çĕлесе тăваççĕ (у женщин нет). || Прозвище мужч. Шорк. Сохал Тенехпи.

сӳ

подр. нервной дрожи. ЧС. Çавăнтан вара, эпĕ халĕ те шыва кĕрсен, чун сӳ! туса каять, тата темĕскер ураран тытнă пекех туйăнать. Ib. Манăн ларнă çĕртех чун сӳ-сӳ! туса каять. Тюрл. Вăл (мертвая) хуп-хура тискер пулса кайнăччĕ, ун çине пухсассăн чун: сӳ-сӳ! тăватьчĕ. Ib. Чон сӳ! сӳ! тăвать (боится). N. Ух, вар сӳех (= сӳ+ех) тувать, аялла пахсассăн (даже внутри холодеет).

сӳреле

боронить. ЧС. Тете сухалат, эпĕ ун хыçĕнчен сӳрелесе пыратăп. Ходар. Акнă чухне çичĕ сӳрепе сӳрелеме пар. (Из моленья в „чӳклеме“).

сӳс

волокно, куделя. Шинар-п. Вĕсен пӳртне сӳс типĕтме кăмака çине кӳртсе хунă. Кан. Пӳртре кăмака çинче сӳс тивсе кайнă. Собр. Сӳс хутни, сӳс тӳни. N. Кăçал сӳс тĕвекенсем çăра та, пит çӳлĕ тĕвеççĕ: ыраш çăра пулĕ те çӳлĕ пулĕ, теççĕ. Нюш-к. Сӳс тĕвеççĕ, так говорят дети о толкучках (вĕт ӳпре). N. Эпĕ сӳс тилхепе яврăм. СТИК. Сӳсе тура-хуп шăлĕ çине лартсан, ăна авăрличчен малтан крепенкĕпе тураса тасатаççĕ.

сăв

ы̆в), доить. См. _су. Янш.-Норв. Изамб. Т. Сирĕн ĕне-капаш миçе? — Пирĕн сăваканни иккĕ те, пăру пĕрре. КС. Апат нумайран эпĕ выльăхран усă курас терĕм те, сăвакан виççĕ, пĕр пăру, 18 сурăх усрарăм, çавсенчен çуррине пуснă-сутнă пулсан, эпĕ луччă париш кураттăм кăçалах. || Тереть кирпичом о кирпич для получения порошка. Пухтел. Кирпĕç сăвас.

сăвă

(сы̆вы̆), песня, песенные слова. М. Сунч. Вара хăшĕ-хăшĕ ташлаççĕ, хăшĕ-хăшĕ алă çупса сăвăсем каласа тăраççĕ. Тюрл. Сăвăллă йорла-ха (со словами). ТХКА 94. Эпĕ сăввине пĕлмен чух, çеммине (мелодия, мотив) ярăнтарса юрлатăп. Якейк. Сăвăсене поринчен ытла хĕр-ачасам йорлаççĕ улахсенче, çулла, хурсам пăхнă чух, сорăхсам панче, тата ытти çĕрте те. Сăвă; вăл туй йорри мар, çăварш йорри, салтак, ĕçкĕ йорри мар, ăна ахаль йорă теме йорать. Сăвăра ăнланмалла мар сăмахсам нумай. Сред. Юм. Сăвă; йорланă чôхне каласа йорлакан сăмахсĕне сăвă теççĕ. || Особые песни. N. сăвă. Мулахай, мулахай, мулахай мана сурăх пач. Сурăхне Атăла ятăм та, Атăл ман пулă пач(ĕ). Пуллине хурана ятăм та, хуран мана çу пач(ĕ). Çуне çурта çутрăм та, çанталăк та çуталчĕ. Выртан каска хусканчĕ, ларакан йăвăç хумханчĕ. Çĕтĕк-çатăк тимĕрçи сиксе çапать тимĕрне. Ib. Утрăм, утрăм, умма тупрăм, уммине анчăка патăм, Анчăк мана пушă пач(ĕ). Пушипе çĕре çапрăм та, çĕр мана курăк пач(ĕ). Курăкне ĕнене патăм та, ĕне мана сĕт пач(ĕ). Сĕтĕкине чăпăка (курочке) патăм, чăпăка мана матяка пач(ĕ). Матякине учаха (= вучаха) ятăм: шат! терĕ, пат! терĕ, Патăр ялне кĕрех карĕ. Ib. Мулчи, мулчи мулахай, мăн мулахай — сулахай. Çӳлте çăлтăр шуçланки, ула кайăк уттипе, симĕс кайăк сиккипе. || Стихи. N. Хĕл каçиччен эпĕ чăвашла тата пĕр тăватă пилĕк сăвă çырнă. || Мелодия песни. Альш. Елшелĕнче чăн тытăнса каланă чух икĕ сăвва килтерсе (на 2 напева?) каланине илтнĕ эпĕ. Ib. Тата эпĕ: „Пӳркелĕнче (Елшелĕнчен пĕр ултă-çичĕ çухрăм) кĕвве вуникĕ сăвва (вуникĕ тĕслĕ юрласа) кӳрсе калаççĕ“ тенине илтнĕччĕ. Турх. † Тăрин çинçе сасси пит хурлăхлă, мĕн сăвăпа юрлани илтĕнмест. N. Кĕвĕ сăввисем, юрă сăввисем. С. Айб. Хрутун, купăса алла илсен, пĕрре сĕрсе ячĕ, тет те, темиçе тĕрлĕ сăвă сассисем (гармоничные звуки) янăраса кайрĕç, тет. Тим. † Юрăра тĕрлĕ сăвă пур, сăвăра тĕрлĕ сăмах пур. Ячейк. Пире апи ĕçтерет, пирĕн сăвва илтесшĕн. Дик. леб. З8. Кăмрăк тăвакансем те ĕлĕкхи пекех юрлаççĕ; ача чух эпир çав юрă сăввипех ташлаттăмăр. Кĕвĕсем. Эй шупчăк, сарă шупчăк! Юррушĕн çеç юратмастăп эп сана: сăввушĕн те, кăмăлушĕн те юратап.

сăлтав

(-дав), причина, повод, предлог. Юрк. Сăмах майĕпе ку та сăлтав тупса ак çапла калаçа пуçлать. Орау. Эпĕ хулана ачана вĕренме кӳртес сăлтавпа килтĕм. Ст. Яха-к. Тепле пĕр çын епле те пулин сăра ĕçесшĕн сăлтав тупса: кунта манăн ĕнер çĕлĕк юлман-ши, ĕнер, хам ĕссĕр пулса, таçта манса хăварнă, тесе пырса ыйтат. N. Хĕр ашшĕпе амăшĕ: параймастпăр, пирĕн хĕр çамрăк-ха, тесе, сăлтав тытаççĕ. См. сăлттав.

сăмах

(сы̆мах, сŏмах), слово. Байгул. Пурне те пĕр сăмах хăвармасăрах вулаттăм. Букв. Пĕлмен — пĕр сăмах, пĕлтĕн — çĕр сăмах, теççĕ. Ib. Ут вĕçерĕнет — тыттарать, сăмах вĕçерĕнет — тыттармасть. Ib. Пысăк сăмах каличчен, пысăк чĕлĕ çăкăр тыт. Дик. леб. 43, Чĕлхӳ çинчен ĕçĕрĕннĕ чи малтанхи сăмахăвах пиччӳсен чĕрине хĕç пек витĕр касса тухĕ. Г. А. Отрыв. Тĕплĕнех ыйтса, сăмахран сăмахах (слово за словом) çырса пытăм. Регули 1094. Вăл сăмахсам çине пит çиленчĕ вăл. N. Кунти сăмаха çырма юрамасть. СТИК. Вăл сăмаха пĕр шухăшламасăр персе ярат (необдуманно, опреметчиво говорит). Ib. Сăмаха çăтать. Проглатывает слова. Сред. Юм. Сăмаха тӳр перет: 1) нераспространяется в разговоре, а говорит лаконически; 2) не разборчивый в словах: что придет в голову, то и скажет. КС. Сăмахпа кас, резать на словах. С. Айб. † Эпир тăванпа тăван калаçнă чух сăмах сайран сахăр тути пур. N. Куллен пĕр сăмах вĕренеттĕр калаçма (ребенок). Альш. Вăл кирек епле сăмахăн та майне тупат (знает, куда отнести слово). Ib. Сăмах илемне кӳрет. Красноречиво говорит. Ib. Каланă сăмахне суяна хăвармас. Он исполняет сказанное. N. Çак сăмахсемпе сыв пула тăрăр. (Из письма). Якейк. Сăмах куçа кĕмеçт, тĕтĕм куçа кĕрет. Ст. Чек. Сăмахран тухнă, унтан-кунтан мар. Синьял. † Вăта пурнери кĕмĕл çĕрĕ пурне вĕçне тăрса юлчĕ, чун савнипе пуплесси виç сăмах вĕçне тăрса юлчĕ. Ачач 510. Сăмах чĕлхе вĕçнех тухса тăнăччĕ. Çук. Пулаймарĕ вĕт. N. Çĕнĕ сăмахсем, неологизмы; ют чĕлхерен кĕнĕ сăмахсем, варваризмы. Кивелсе, тухса ӳкнĕ сăмахсем, архаизмы. N. Сăмах вĕçĕнчен (в конце концов) çапла калар N. Вырăс сăмахĕллĕ халап. N. Мĕн сăмаха килет? Что значит, как сказать по-другому? N. Хлеб тенĕ сăмах чăвашла мĕн сăмаха килет? Истор. Вĕсене сăмах уçса калама та паман (не давали вымолвить слово). N. Анчах ĕлĕк чăвашсем шкулĕсем çинчен сăмах та уçтарасшăн пулман (не давали раскрыть рта). Ачач 104. Курсассăн, пĕр сăмах та уçмĕ-ши мана? || Разговор, беседа. Чăв. й. пур. З2. Хăй калаçма, сăмаха пит ăста пулнă (говорить был мастер). N. Сăмахра хăйне йăваш тытатьчĕ. В разговоре был смирен. N. Вăл çын сăмахăн вĕçне-хĕрне пĕлмес (говорит необдуманно, не думая о последствиях). Орау. Кайăр, кайăр часрах, кунта пирĕн сăмах пĕтмĕ (здесь всего не переговорить, конца не будет). Шибач. Сăмах çавăрма пĕлимаçт. Ib. Сăмах çавăрса поплимаçт. Сред. Юм. Сăмаха пит ваклать, говорит много, со всеми подробностями. Ib. Сăмаха сĕрет анчах. Разговаривает бестолково. Ib. Сăмаха тытмастăн (каламалла мар сăмаха та çынна калакана калаççĕ). N. Сăмаха тытмас, пробалтывается. Ст. Чек. Сăмаха тытса пăхса калаç. Говори осторожно. Ib. Пирвай чăваш сăмах пуçламăшĕ — сывлăх çинчен пĕлет: сыв-и, аван-и? Якейк. Эп сăмах ваклакан çын-и-ке, сăмах ваклакан-çын сана тем те топса парĕ. ТХКА 25. Майпе, сăмах çаврăннă майĕпе кăна, мĕншĕн мана ятланине каласа памашкан шутлатăп эпĕ. Ск. и пред. чув. 60. Пăртак ларсассăн, сăмах майĕпе Янтрак мухмăр уçма эрех ыйтрĕ. N. Çавăн урлă сăмах майĕпе эсĕ çта, епле, мĕн ĕçлесе пурăннине ытса пĕлтĕм... N. Çынсем калаçнă чух, вĕсен сăмахне пӳлмен-и? Хора-к. Пирн арăм вониккĕ, воник çĕрĕн олахра, яшă ача хошшинче, пăшă-пăшă сăмахра. Чураль-к. Сăмахран полсан, эп çын айне йолаканни мар вара. Расск. Ку иккĕмĕш тарçи сăмахĕ çинех тата виççĕмĕш тарçи чупса та çитнĕ. КС. Сăмах çине килтĕн. Легок на помине. Сред. Юм. Тин сана тапратнăччĕ-ха, сăмах çинех пôлтăн. Яргуньк. Кам ман(а) хирĕç сăмах хушать? Кто со мною может поговорить (или: поговорит). Ст. Чек. Каяллах сăмах айне пулчĕ, хайхине парччĕ. Мы опять уклонились от главной темы разговора, дай-ка ту вещь, о которой шла речь. Юрк. Сăмах çукран сăмах туса, хайласа пĕр-пĕр ытти япаласем çинчен тапратса калаçа пуçлаççĕ. Ильм. Чипер пурăнăр, килти сăмаха яла кайса ан калăр, ялти сăмаха киле килсе ан калăр. (Из наставления новобрачным, произносимом родителями жениха). Яргейк. Ялти халап ялтах юлтăр, килти сăмаха яла ан кăлар, теççĕ (различие между словами „халап“ и „сăмах“). Ходите во свете. Акă сăмах çине килнĕ чух калам... N. Каласа хурас терĕм те пĕре (хотел задеть его на словах), сăмах айне пулса карĕ (или: пулчĕ т. е. не успел во время сказать), тепре тапратмарăм. Орау. Темскер каласшăнччĕ эп, сăмах айне пулса карĕ. || Пересуды, сплетня. С. Дув. Кĕтӳ хăван арăмсен мĕншĕн сăмах пĕтмест-ши? N. Лайăх утсем юртат — çулсем юлат, пирĕн савни каят — сăмах юлат. Ск. и пред. 8. Халăх шав-шавĕ пĕр вĕçлĕ, шав-шав сăмахĕ çĕр тĕслĕ. Т. VI. 47. Çын сăмах(ĕ) тăрăх ан кай. (Из моленья). Ала 72. † Ырă пике пек хĕрне сăмах хыççăн çухатрăн. (Плач невесты). Байгл. † Сăмах хыççăн çӳресе пуçăм шыва юхайрĕ. (То же). Ст. Шаймурз. † Тусăм! пире кăçал мĕн пулчĕ, хушăмăрта сăмах вылярĕ. || Слух, молва. N. Мĕн сăмах илтĕнет? Çĕнĕрен халапсам мĕн вулаççĕ? Орау. Вăл сăмах пĕтĕм яла сарăлнă. Распустили слух по всей деревне. || Бранное слово, брань. Якейк. Ялти сăмах пире тивет (нас бранят). Ib. † Пирĕн çони çонатлă, çитмен çĕре çитерет, илтмен сăмаха илттерет. С. Айб. † Тусăм, çын сăмахпе ан сивĕн, хамран сăмах илтсен тин сивĕн. Трхбл. † Çын сăмах(х') хыççăн кайса ан сивĕн, хамран сăмах-сăмах илтсен тин сивĕн. (Сăмах-сăмах — это двойное употребление [повторение] выражает упорное повторение чего-либо. Сăмах — неприветливое, враждебное слово). Изамб. Т. Пирĕн ялсем вĕсене сăмахпа пустараççĕ (аптăратаççĕ). N. Е сăмахĕ айне кĕнĕ пулсан. Пазух. Атăксенĕн хĕрĕсем пирĕн сăмах айĕнче. N. Атте мана савмарĕ, сăмахпала çӳретрĕ, анне мана пит саврĕ, пушмакпала çӳретрĕ. Сунчел. † Ăçта çӳресен те лайăх çӳре, сăмах ан ил, тăван, ху çине. N. Ху çын аллинчен пăхакан пулăн, сăмахсăр татăк çăкăр та çиеймĕн. Чăв. к. † Çичĕ ют килне кайсассăн, сăмах айĕнче пурăнатăп. (Хĕр йĕрри). Ib. † Аттепеле анне хушшинче пĕр сăмахсăр пӳме ӳстертĕм. Трхбл. † Çакă атте-анне килĕнче пĕр сăмахсăр пӳме ӳстертĕм. (Сăмахсăр ӳстертĕм — япала, т. ыт. те — означает чистоту, свободную от всяких неприятностей; сăмахлă, спорный, а более всего = ылханлă, кĕвĕçлĕ). Собр. † Çичĕ ютран сăмах килсессĕн, пирĕн хута кĕрес çыннăм çук. Сред. Юм. Сăмах айĕнче порнас полать çав. Приходится терпеть брань, ругань. АПП. † Манăн кăмăл пит çемçе, çичĕ ют сăмахне йăтас çук. || Упрек. Бюрганский. Эпир уншăн кӳршĕ-аршăсенчен темĕн чухлĕ сăмах та илтнĕ пуль та, çапах та тытăнмастăпăр (т. е. не принимаемся за чӳк). N. Сăмах тĕкет. Упрекает. Изамб. Т. Халех сан пирки сăмах илтсе вырт. Уже с столь младых лет ты навлекаешь на нас чужие покоры. N. Çын сăмахĕ айĕнчен кăларăп. || Ссора. Ст. Шаймурз. † Эпир савнисемпе пурăннă чух хушăмăртан сăмах тухминччĕ. || Речь. Кан. Сăмахсем тухса каларĕç. Туй. Кашни кĕмессерен мăн-кĕрӳ сăмах калать: вăл йăнăшас пулмаст, йăнăшсан, ăна пырса хăлхаран тăваççĕ. N. Вăл вăрăм сăмах каларĕ. || Уговор. N. Ку ĕç сăмах çинче тĕрĕс тăмалла пултăр, тесе, пригăвăр тăвас тенĕ. N. Унта вĕсем пуху мĕн шухăшланине çырас терĕç. Пуху хăй сăмахĕ çинче тăрать. || Совет, мнение. Юрк. Унăн сăмахне итлесе, хайхисем ачине ашшĕ патне илсе каяççĕ. N. Эсир аму каланă сăмахсене итлĕр. Кив.-Ял. Эсĕ ман сăмаха итле (слушайся). || Пожелание. Якейк. † Ыр (привольно) çияс та, ыр ĕçес, ыр сăмахсăр каяс мар (ятлаçмасăр-тумасăр). || Дело. N. Орăх сăмахпа килтĕм. Я пришел по другому делу. N. Мĕн сăмахпа (по какому делу) килтĕн тата, Симун? — Мĕн сăмаххи паллах. N. Мĕн тăван унпа? тет.— Сăмах пурччĕ, тетĕп. || Обещание. Ерех 21. Сăмаха каллĕ-маллĕ тума юрамасть (надо держаться данного обещания и пр.). || Заклинание, наговор. Магн. М. 154, 155. Ăшăтакан сăмах, приворотное заклинание; сивĕтекен сăмах, отворотное заклинание. || Загадка. Курм. Сăмах яр.

сăмах вăлт

выпытывать, делать намеки с целью заставить проговориться; „закинуть словечко“. N. Тек мана çыпçăнать, çав енĕпе сăмах вăлтасшăн, эпĕ ĕçерместĕп.

сăмса

(сы̆мза), нос. ТММ. Название носа и его частей: 1) самса, нос; 2) сăмса шăтăкĕ, ноздря; З) сăмса кимĕрчекĕ,— кăмăрчакĕ, — кимĕреки, перегородка носа; 4) сăмса çуначĕ, края носа около ноздрей; 5) сăмса лупашки, желобок под перегородкой между ноздрями; б) сăмса кучĕ, место около ноздрей, внизу; 7) сăмса кучĕ, переносье (Чебокс. р.); 8) сăмса тĕпĕ, переносье (М.-Яльчик. р.); 9) сăмса кăкĕ, переносье (Ибрес. р.); 10) сăмса тӳрчĕ, хребет носа, спинка; 11) сăмса каçанĕ, хребет (М.-Яльчик. р.); 12) сăмса тăрши, хребет носа (Ибрес. р.); 13) сăмса вĕçĕ — кончик носа; 14) сăмса çийĕ,— тӳрчĕкĕ, спинка хребта, 15) сăмса лапчăкĕ, переносье (М.-Яльчик. р.); 16) сăмса карчĕ (Алик. р.). ЧС. Чăвашсем: сывмар çынăн сăмси сулахай енелле пăрăнсан, çын вилет, теççĕ; сылтăм енелле пăрăнсассăн, сывалать, теççĕ. Б. 13. Сăмса айĕнчи курăнмасть, вăрман урли курăнать. Трхбл. Виçĕ юпапа аслăк тăрать. (Сăмса). Пазух. Çакă ялăн хĕрсене сăмса тăрăх пăхтартăм. Выçăхакансем 26. Сăмсана çурать. К.-Кушки. Сăмса йӳçсе тăрат. (У меня) насморк. Шибач. Сăмса питĕрĕнсе ларчĕ (при насморке). Хурамал. Лаша йĕпене сăмсипе туртать, теççĕ. Собр. Сăмса питĕрнсессĕн, тăман пулат, теççĕ. Орау, Туппăрн-и? — Тумпан. — Сăмсу айне пулчĕ пуль (наверное, тут же под носом лежит, а ты не замечаешь). Городище. „Сăмси туртмасть. Не ходит к кому-либо после нанесешшх неприятностей“. N. Сăмса питĕрĕнсен (если заложит нос), çумăр çăват, теççĕ. Коракыш. † Ула лаша утлантăм, улăх тăрăх чуптартăм, çакă ялăн хĕрсене сăмса тăрăх пăхтартăм. Ib. Хайхи усал тухрĕ те калать: эсĕ паянах тамăка кайрăн, тет. Сред. Юм. Сăмсана йытта касса парам (говорят, когда в чем-нибудь уверены). Ib. Сăмсапа ӳсрет, чихает. Ib. Сăмсапа тортакан тапак, нюхательный табак. N. Хресченĕн хăлхи илтмен. Калаçма вăл хулăн сасăпа, сăмсапарах калаçнă. О сохр. здор. Тата вăл ӳслĕке те ерет (малтан сăмсаран ӳсĕрет). Скотолеч. 34. Вара сурах сунаспа аптăраса тек сăмсаран ӳсĕрет. СТИК. Пĕчĕкçĕ ачана пĕр-пĕр япала парса илмесен, ăна кирлĕ мар, тутлă мар, çиместĕп, тесе, илмесен, ăна: сăмсу айĕнчи тутлă, тесе калаççĕ. Орау. Япалана куç умăнче выртнă çĕртех, хăш чухне, асăрхаймасăр шыраса çӳреççĕ. Çавăн пек чухне тепри: ак кунта вĕт (япалу), сăмса айне пулнă, тиççĕ. СПВВ. Сăмса ăшши туса лартрăм (избушку). Тим.-к. -† Картлă-картлă пашалу, карчĕ тăрăх çу юхать. Çиес килет — пĕçерет, пĕçернине мĕн пĕлен, сăмсу таран пусса çырт. КС. Сăмсаран шаклатас (слабее, чем шаклатас = шаклаттарас). Юрк. Самсана шăшлакан тапак пуракĕ хуппи çумне çыпçăнсан, йĕпе пулат. Изамб. Т. Пирĕн хамăр хушшăмăрта та тарçă тытсан, ăна сăмсипе çĕр сухалаттарасса çитеççĕ. Собр. Хывнă кун килти çын сăмсан (= сăмсапа) ĕсĕрсен, тепĕр çав вăхăтчен вилет, теççĕ. Ст. Чек. Сăмсана пăрат, çиленсен çын сăмсине пăрат; кăмăлне кайманнине илтсен, çын сăмсана пăрат. Ib. Сăмсине картса ярас. Надо ему зарубку зарубить, чтобы не забыл (о беспамятных и пр.). Альш. Сăмсана кӳ! пырса çапăнат. Отрыгается в носу. N. Сăмсана тавăрчĕ, сделал ядовитое и прямое замечание по чьему-либо адресу. N. Самсаран тĕрт, почти то же, что сăмсана тавăр. Кильд. Эпĕ уна çыпăçас мар та, манăн сăмсама йытă çитĕр. Н. Седяк. Сăмса кĕçĕтсен, çын вилнĕ. (Примета). Сятра. Сăмса тортса çурат (= çывăрать), храпит. Ib. Амĕш ачине мĕн те пуса парат пулсан, ача: ку пĕчиккĕ, аван мар, тесен: сăмсу айĕнчи пысăк, тутлă, тет. ГТТ. Сăмсана тăсса çӳрет. || Сопли. N. † Çакă ялăн хĕрĕсен сăмси (сопли) юхать, курмастри? Пшкрт. Сăмсине йоктарса çӳрет (сопливый). Ib. Сăмсапа лапăртаса лартнă (соплями). Шибач. Сăмса тохать (сопли). N. Чăн асли яланах сăмса айне тирпейсĕр тытат, тет, пĕрмай сăмсине юхтарса çӳрет, тет. Якейк. Ачайăн сăмси тохнă, шăлса ил-хе. Шурăм-п. Ан макăрса тăр кунта, юха-сăмса. N. Пĕчĕк ачасем сăмсисене (или: сăмсине, или: сăмса) шăла пĕлмеççĕ. || Клюв. Дик. леб. 39. Елиса пиччĕшĕсем хĕвел тухнă чух, акăш пулса, хăйсен юратнă йăмăкне вырттарнă куçлă-куçлă хутаçа сăмсисемпе хĕстерсе тытнă та, çӳлелле, пĕлĕт патне çитех явăнса вĕçсе улăхнă. || Мясистый отросток на клюве индюка. Сред. Юм. Кăркка сăмсине тăсса антарчĕ. || Носовая часть судна. Сунт. Прахут, сăмсине майĕпе тăвалла çавăрса, пристăнь çумне пырса лартĕ. || Краюха (хлеба). БАБ. Сĕтел çинче выртакан çăккăра илчĕ те, варринчен пĕр сăмса касса илсе, сĕтел çине хучĕ. Якейк. Сăмси, краюшка. Собр. Çын аллинчи кукăль сăмси пысăк курнат, теççĕ. || Особые зарубки на жертвенной лепешке. Менча Ч. Çимĕçсене кăмакана хывиччен, пĕр хăпартуин аяккине алăпа виçĕ мăклĕ тăваççĕ те, ăна сăмса теççĕ. (Ака пăтти). ДФФ. Пашалу хĕрне пĕр енчен пурнепе пиллĕк чĕпĕтсе картлатьчĕç, ăна „сăмси“ тетчĕç. С. Тим. Пилĕк сăмсалă, варринче хĕреслĕ пашалу (употребляется при жертве хĕрт-сурт'у). || Небольшой пирог из белой муки. Сред. Юм. Ib. Сăмса. Так назыв. в Ковалях, Урмар. р. маленькие пирожкн, приготовляемые у татар. || Часть ручки посуды, напр., ковша и пр. Собр. Пĕчиçиç курка — сар курка, аври сăмси — шур ылттăн. || Передний угол лезвия топора. Кора-к. † Пушăт касма карăм та, пуртăн сăмси катăк пулчĕ. || Мыс. Хорачка. Сăмса, мыс. N. Çапла ишсе пынăçем, эпир сăмса çине пырса кĕтĕмĕр. || Грива. Пшкрт. Çа сăмсара молкаç выртатьчĕ. КС. Сăмса, угол леса, поля. См. хĕрт-сурт'у). || Небольшой пирог из белой муки. Сред. Юм. Ib. Сăмса. Так назыв. в Ковалях, Урмар. р. маленькие пирожкн, приготовляемые у татар. || Часть ручки посуды, напр., ковша и пр. Собр. Пĕчиçиç курка — сар курка, аври сăмси — шур ылттăн. || Передний угол лезвия топора. Кора-к. † Пушăт касма карăм та, пуртăн сăмси катăк пулчĕ. || Мыс. Хорачка. Сăмса, мыс. N. Çапла ишсе пынăçем, эпир сăмса çине пырса кĕтĕмĕр. || Грива. Пшкрт. Çа сăмсара молкаç выртатьчĕ. КС. Сăмса, угол леса, поля. См. __сăмсак_.

сăн

(сы̆н), внешний вид, облик, лицо, наружность; красивая внешность. Ал. цв. 45. Ун витĕр пăхсан, хĕрĕн сăнĕ ватăлмасть, хитреленсе, çамрăкланса пырать. Якейк. † Майра сăн пек пирн (= пирĕн) варлич, эпĕр тохса кайнă чох пăхса тăрса йолĕ-ши, выртса йăванса йолĕ-ши,? Ib. † Апи тунă сăнăмпа хĕрсем куçне йоримарăм, улпут куçне йорăп-ши. (Солд. п.). Ib. Кăмакая шораттăрç те, сăнĕ кĕч (= кĕчĕ), атту ним манер çокчĕ. ТЬ. Атă тăхăнч (= тăхăнчĕ) те, çын сăнĕ кĕч (= кĕчĕ). Ib. Молча кĕрсе шор кĕпе-йĕм тăхăнч те, çын сăнь кĕч. Ст. Шаймурз. † Сайра вăрман çинче юр тăмаст: шухăшлă чĕрере сăн тăмаст. Собр. Тĕлĕкре эрех ĕçсен, çын сăнĕ каят, теççĕ. Шибач. Сăн кĕрсе кайрĕ. Никитч. Митюк тата çын сăнне яриччен, ураран ӳкиччен, никăçан та ĕçмен. Микушк. Вăл çапах сăна хытарса (скрывая страх) кĕнĕ те, ик алса туль ылтăн тултарса тухнă. Суждение. Сăна ӳкерет (безобразит), куç-пуçа тĕксĕмлетет. (Ĕçкĕ). Макс. Чăв. К. I, 59. Пире мĕн кĕçĕнтен, ай, çын çинĕ, пирĕн сăн ӳкмесĕр, ай, мĕн тутăр? N. Сăн кĕре пуçланă, стал поправляться (лицом). Абаш. † Эпĕр ăшран колянни сăнтан пăхсан палăрмаçт. Капк. Эрех вырăнне краççин ĕçнĕ те, вилет вĕт... Этем сăнĕ те юлмарĕ. ЧП. Сутă сăнăм. N. Сăнне янă, потерял прежнюю красоту. Пшкрт. Сăнтан тохнă, стал некрасив, пал с лица; потерял облик человека (стал негодяем). Стал(а) старорбразным(ой). N. Вĕсемшĕн çамрăк чухне ватă сăн кĕресрен хуйхă. Юрк. † Пирĕн çамрăк пуçра сăнсем çук, сăнсем пулмасан та ăссем пур, калаçса йăпатма чĕлхем пур. Тим. † Пĕввĕр те пур, сăнăр та пур. Сала 206. † Пирĕн çамрăк пуçра мĕшĕн сăн çук? Кĕçĕнтен хуйхăпа та ӳснĕрен. Т. Григорьева. Сăна сĕтел çине хумалла мар, теççĕ. (Послов.). АПП. † Шур укçу çине ан пăх, аппа, сăнă юлĕ ун çине. N. Пуçăма çыхсан, сăнĕ каять (платок потеряет свою красоту). || Румянец. Тим. † Курнитсара çыру çырнă чух, хĕвел çути ӳкрĕ пит çине; çĕнĕ уйăхра тунă савнă тус, хĕрлĕ сăнĕ ӳкрĕ пит çине (на ее лице играет румянец). С. Айб. Хриттуна сăн кĕнĕ (появился румянец), тет. || Цвет. Эльбарус. Симĕс сăн çĕр çине ак хăçан ӳкет: йорсем кайса пĕтме пуçлаççĕ, çырмари çорхи шыв та выйсăрланса карĕ. Ib. Хальчен çĕр шап-шар йорпа витĕнсе выртнăскер, халь ĕнтĕ темĕн тĕрлĕ, анчах симĕс сăн ытларах, во порне те çĕнтерет. Кн. для чт. 144. Куккук ытла пĕчĕк кайăк мар. Унăн сăнĕ кăвак пулать. Кам. Враг. † Аккăш килет сассипе, кăвак чечек çуттипе, хĕрлĕ чечек сăннĕпе. Абаш. † Симĕс кĕпен сăн каять. Кайин, кайин, кайтăрах: пиççи вырăнĕ (место рубахи, где опоясывают поясом) йолатех. Собр. † Хусан арчи — сăрлă арча, илсе сăнне ямарăм. || Вид, образ. Ала 60. † Хам тăвансем аса та, ай, килнĕ чух сăнăсем пĕр ӳкрĕç те куç умне. Н. Якушк. † Ах, аннеçĕм, аннеçĕм, мăшăр витре илсе шыва ан, шыв çине ман сăнăма пăх, шыв çинче манăн сăн пулмасан, эпĕ çуккине çавăнтан пĕл. Турх. Çамрăк сăнĕпеле çамрăк ӳсет, çамрăк ĕмĕрĕ иртет те, сăнĕ ӳкет. Якейк. Пиçнĕ çырла сăнĕ пор (у красавицы). N. Вăл Настяна сăнĕпе кĕлеткине тăвас тесех тунă та, ăсне кĕртсе çитериман. В. С. Разум. КЧП. Çакă çыннăн сăнĕ пур та, ăсĕ çук. У этого человека красота есть, да ума нет. N. Ман килти сăн йохса тохрĕ. Регули 982. Ним сăн те (ним ĕç те) çок. || Изображение. Синерь. Вĕсем хĕрлĕ тăн шăтăкне кайнă та, вăсем тăнтан ача сăнĕ тунă та, унăн куçне тăхлан кĕртсе лартнă. || Портрет. А. Турх. В. С. Разум. КЧП. Коридорта Луначарскипе Якăвлĕв сăнне (нельзя: сăнĕсене) çакрăмăр. Н. Сунор. Ман пата хăн (= хăвăн) сăна ӳкерсе яр. N. Çакă сăнăма асăнмалăх патăм савнă тусăма. N. Хам сăна ӳкерттерсе яр, тенĕччĕ. Сан сăмаха итлесе, пĕр тенкĕ парса ӳкерттертĕм. || Сходство. Регули 1389. Пăластăк ашшĕ сăнĕ пор. || Отражение. Янтик. Сирĕн урай пит таса-çке: сăн курнать саçим (зеркалит, т. е. отражает предметы, как в зеркале). Ачач. Хĕвел пĕрре тĕксĕм çутă пĕлĕт татăкĕ айне кĕрет те, пĕлĕт татăкне хура сăн çапать. Çутт. 157. Уйăх та тухрĕ те, хăй сăнĕпе шывра выльляма пуçларĕ, N. Эсир: шур хут сăнĕ çапнă, тетĕр (т. е. побледнел от сидения над книгами); ăна шур хут сăнĕ мар, вăл пирĕн ачасене епле те пулин вĕрентес тесе тăрăшнин сăнĕ çапнă, теççĕ. N. Вара вăйлă халăхăн культурĕн сăнĕ вĕсем çине ӳкет, вĕсене хăш чухне витĕрех çапса тухать. Шурăм-п. Ача, урай çинче те, тата урай пит çутă пирки аялта урайĕнче ларакан пукансенчен, сĕтелсенчен сăн ӳкет. Ib. Ман каллах ун патне шалти пӳлĕме кĕрсе, сăн курăнакан пукансем çине ларса курасси пулмарĕ. || Зеркало. В. Олг. || Маска. Çеçмер. Хăш чохне ачасам аташса çӳресе çорçĕр те иртсе каять. Хăшĕ тата сăн тăхăнаççĕ. Сăнсем полаççĕ качака евĕрлĕ, вăрăм коккăр мăйракаллă, çăмламас.

сăнсăр

(-зы̆р), безобразный, бесстыжий. А. Турх. Янтик. Ытла пит сăнсăр у (безобразное на лицо), епле çын юраттăр ăна. СПВВ. МА. Ай, сăнсăр, сăнĕ тайçта кайса кĕнĕ. СПВВ. ФИ. Сăнсăр — каланă сăмаха сăмах çине хуман çын. Кама 21. Тавлашса ан тăр кунта! Кайса ларт! Кайран калаçăпăр. Эпĕ санăн аннӳ пулатăп пулĕ, е кӳршĕ арăмĕ-и? У-у-у-у, сăнсăр! (бесстыжий!).

сăна

ы̆на), наблюдать, примечать, подмечать, испытывать. Т. VI. 11. Вăл ларса каяс лашана хапхаран тухнă чухне хăш урине малтан тапратассине сăнаççĕ... Микушк. Ялта çамрăк çын питĕ нумай, сăнамассерен пĕри вилет. Шурăм-п. Хайхи эп сăнанă çăлтăр яр-р-р! çутă ӳкерсе, куçран çĕтрĕ. Баран. 17. Петĕр телейне сăнамалла тетеллĕне тинĕсе яр. Ст. Чек. Ку çапла пулнине çынсам сăнаççĕ. Ачач 43. Юри сăнамаллах. КС. Эпĕ чăнах та, сăнасшăнах, тушах (то же) вилеççĕ (скот), тесе, кайса илтĕм (привел знахаря). Дик. леб. 48. Патша Елиса ăçта кайса çухалнине сăнах тăрать. Юрк. Пысăк çынни, ăна-кăна сăнаман пек пулса, нимĕн каламасăр иртсе каять. Кан. Çулталăк хушши килте сăнаса усрамалла тунă. Скотолеч. 3. Сывă лаша хăй тавăрашĕнче мĕн сас-хура пуррине лайăх сăнаса, итлесе пăхкаласа тăрать. БАБ. Кунта та вăлсем пĕр-пĕр усал ĕç тума килмерĕç-и-ха, тесе, сăнаса (наблюдая) тăра пуçларăм С. Алг. † Вăрман хĕрипеле тилĕ юртат, лайăх кайăксене сăнаса. N. Хуралçăсем (охотники?) сăнамасăрах иртсе кайнă. N. Акă эсĕ ăна юри сăнамаллăх (в виде опыта) туса пăх-ха. N. Туса пăх-ха çапла сăнамаллăх. N. Сăнаннисем, приметы (о погоде и пр.). Бюртли. Вăрмана пырсан, унăн сăнанă юмансем патне пыра-пыра кулачă таткаласа пăрахатьчĕ.

сăнакала

(-га-), учащ. ф. от гл. сăна. N. Эпĕ ĕнтĕ ку таранччен пурăнса пайтах сăнакаларăм.

сăр

(сы̆р), тайна (араб). Сарат. Сăрне памасть (или: пĕлĕртмест). „Фасон держит, т. е. старается не ударить в грязь лицом (напр., в отношении домашнего обихода, костюма и пр.). Ib. Вăл сăр илчĕ ĕнтĕ. Она уже взяла волю. Юрк. Атьăр каяр, хĕрсем шырар. Хĕрне пăхсан, сăрне пăх! || Обыкновение? Кан. Хама пăхăнакансене кăшкăрса хăратма сăр илнĕ эпĕ.

сăрлă

кращеный; резной. Альш. † Сăрлă-сăрлă кăрильтса, сат умĕнче килĕшет. N. Аллисем сăрлă. Руки у него в краске. Юрк. Эпĕ çак киле килсессĕн, сăрлă ука пек пĕввĕмсем вăтанчĕç. Ib. Çĕнĕ çуна, сăрлă ӳрече, сакăлтара сикминччĕ. N. Сăрлă-хутăшлă шăршăллă тар куçа кĕрсенех, куçĕсем хĕрелсе пăсăлаççĕ. Сред. Юм. Сăрлă кăçат, теплые сапоги с красными или с черными пятнами. || Выкрашенный полосами, полосатый. Сред. Юм. Сăрлă юпа тесе яла кĕнĕ çĕрте лартакан юпана калаççĕ. Юрк. Вăрăм чăршă тăрринче сăрлă-сăрлă куккук авăтат. Т. II. Загадки. Кăмака айĕнче сăрлă-сăрлă патак выртат. (Кушак хӳри).

сăр-сăр

усилительное слово к сл. пуян. Янш.-Норв. † Сăр-сăр пуян хĕрĕ эпĕ, сăра хуран укçа пур. Юрк. † Сăр-сăр пуян, хĕр пуян, сăра хуран укçам пур, алăк хыçне ларттартăм. Альш. † Сăр-сăр пуян тиеççĕ, сăра хураньпе мул ларат.

сăр

(сы̆р), окружать, облеплять. См. сыр. N. Финик йывăççи турачĕсем пек сăрса (= сырса) тăнă ăна. N. Унта кайнă чухне те ăна халăх пĕтĕмпе сăрса илчĕ. Ст. Чек. Эсĕр мĕн мана сăрса илтĕр. Кĕвĕсем. Чĕпсене çиме патăм та, ват чăхăсем сăрса илчĕç. Ст. Чек. Хуртсем сăрса илчĕç (окружили). Ib. Çăккăр татăкне таракансем сăрса илнĕ. Шăна чир. сăр. 8. Лаша тислĕкĕ çинчен вĕçсе килсе, тӳрех апат çине ларса сăрса илеççĕ. ЧП. Хурамалăхра хурт сăрат. N. Вĕсене икĕшне те хурт сăрса илет. Изамб. Т. Хурт, уйăрсан, пĕр-пĕр тĕле сăрат. Сред. Юм. Пирĕн çĕмĕрте (черемуху) хôрт пырса сăрнă. Ib. Йĕри-тавра сăрса илнĕ. || Приставать. Сред. Юм. Сăрă сăрса илнĕ. Пристала краска. N. Çутă ылттăна пылчăк сăрса илсен те сиен тумасть. || Покрывать. АПП. † Ахахсем хĕрлĕ, мерченĕ чăпар, шурă пурçăн пир кирлĕ сăрмашкăн. Ст. Чек. Сăрнă кĕрĕк или тăлапа сăрнă кĕрĕк, крытая шуба. N. Пирпе сăрса ярăр. Пошлите, завернув в холст. Çутт. 75. Тăлăп хыççăн ман валли кĕрĕк сăрса парас, теççĕ. || Обкладывать. || Нашивать украшение. Пухтел. || Окаймить. АПП. † Мăйăх-сухал сăрсассăн, хĕр тăшманĕ эп пултăм. Баран. 74. Салтакĕ çап-çамрăк пулнă, мăйăх та сăрман хăйне; вăл йăвашшăн пăхса тăнă. ЧП. Каччăсене хĕрсем саваççĕ, тапса мăйăх-сухал сăрнă чух (вар. сарă мăйăх сăрса тухнă чух). || Истратить. Изамб. Т. Эпĕ çирĕм тенкĕн пуçне сăртăм. Я истратил (букв.— кончил голову) 20 рублей.

сăрук

срок. Чуратч. Ц. Ваçкă: виçĕ кона сăрук пар, тесе каларĕ, тет. Ст. Шаймурз. Эпĕ сана аçу патне кайса килме виçĕ кун сăрук паратăп. || Условленное время. Б. Яуши. Çак ача хăй сăрукĕ çитиччен пит аван ĕçлесе пурăннă, тет.

сăсă

(сы̆зы̆, сŏзŏ), костный мозг. Шорк. Кӳр-ха мана шăммине, эпĕ ун варĕнчи сăссиие кăларса çием (мозг не головной, а спинной и пр.). КС. Сăсă, губчатое вешество внутри кости; сăссине вартаса пăрахаççĕ; если дерево полежит некоторое время в воде, образуется сăсă (дряблая часть). || Пористая гниль внутри древесины. СПВВ. КЕ. Йывăçа пăчăкпа татсассăн, йывăçăн варкелле йĕри-тавра çавракаллă-çавракаллă пулат, çавна сăсă теççĕ. Чертаг. Шорă сăсăллă йывăç, йôман сăсси, хĕрлĕ янкарлă сăсă. См. сăс. || Отруби. СПВВ. НН. Сăсă тырă авăртсан-тусан, тĕш çумĕнчен сĕвĕннĕ хуппи. КС. Ыраш çăнăхне аласан, ала ăшне сăсă юлать. || В перен. знач. КС. Паян сăссине вĕçтерчĕç! (сильно избили или напугали сильно).

сăтăр

(сыды̆р), тереть. Чăвашсем 35. Икĕ йывăççа пĕр çĕре сăтăрса, вут кăлараççĕ. Собр. Куçă тĕкне сăтăрсан пĕр тĕкĕ тухсан, хăй тăванĕ килет, теççĕ. Кан. Чыстиех вăйсăрланса çитсе, хырăмĕпе юра сăтăрса йăнăшать. КС. Кусатран урапана сăтăрать. || Натирать, обтирать, потирать, растирать. N. Ман алла амальпе сăтăр-ха (потри мне руки). Латыш. Ачине арăк çине хурать те, кĕлте çыххипе сăтăрса çапла каласа ларать: тыр вырнă чух ача кĕлте çыххи нишне кайнă, вăл ниш тухтăр. Хурамал. Çипе ăвăспа сăтăраççĕ (шаркнуть). Скотолеч. Малтан тăлапа сăтăрас пулать (растирать). Туперккульос 75. Типĕ тутăрпа сăтăраççĕ. Гладить. Юрк. Чи юлашкинчен хĕрĕ ларакан çĕре çавăтса пырсан (кобылу — кĕсре-выльăх), чĕлпĕрне çине тăхăннă тумтирийĕн тӳнтер енĕпе тытса, хĕрне (невесту) виç тапхăрччен тыттарат. Вăл та çапла тумтир аркипех тытса парат. Виç хутчен çапла сăтăрса тытса парсан, выльăхне вара кĕрӳшĕ каллех витине хупса хурат. ППТ. Вара чӳклеме пĕлекентерех çын куркапа çав ăсса улăхнă (принесенную) шыва ăсса илет те, çурăм тăрăх сăт(ă)ра-сăт(ă)ра: çырлах! çырлах! тесе, шыв ярат. (Уй чӳкĕ). Сунт. Кив самаскă лайăх уйăрăлтăр тесен, ăна вĕри утюкпа пусса сăтăрса тухмалла. || Скоблить, сгребать. Т.-И.-Шем. Çтена çинчи çуртисем çунса пĕте пуçласан, вĕсене çтена çинчен икерчĕпе сăтăрса илсе, хывнă чашчă çине пăрахаççĕ. ТХКА 72. Вăрман хĕрринче шĕшкĕ-качкине пĕтĕмпех сăтăрса пĕтернĕ. Эпĕ шала кĕтĕм. || Мазать (замазкой). || Проводить черту (по земле). Череп. || Рвать. Сред. Юм. Пĕр карман нăх (= нăк) сăтăрса тôхрăм (= татса тôхрăм). КС. Çĕмĕрт сăтăрас, срывать (особенно). Орау. Паян эпĕр хăмла сăтăртăмăр (снимали хмель). || Тащить, волочить. Чхĕйп. Çав хĕртнĕ чула тĕпелтен пуçласа пӳрт таврала сак тăрăх сăтăрса (= сĕтĕрсе) çавăрнă та, тула тухса вилнĕ çын хыççăн утса янă. Ир. Сывл. 24. Тапаланать малалла „букçир“ тенĕ япала, пилĕк паршă сăтăрса. Альш. † Çулă пăтта хайăрнă, хур тукмакне сăтăрнă. См. сĕтĕр. || Драть, загребать. N. Ку çын икçĕр тенкĕ сăтăрат (загреб, сгорстал), тет те, килне каят, тет. Юрк. Пирĕн улпутсем жалованье пит лайăх сăтăрнă. || Убежать, удрать. Ст. Чек. Ачасем хуçаран хăранипе киле сăтăрнă. || Бить. Хурамал. Çитменне тата, этемсем ака тунă чух лашисене çапла çапаççĕ тесе, упана пыра-пыра чăпăрккапа сăтăрнă тилĕ. || Уничтожать. П. Сормово. Салтак хĕçе сулса ячĕ, тет те, вăрмана сăтăрса касса анчах тăкрĕ, тет. N. Пулемйотпа сăтăрса тăкаççĕ. N. Сисмен хутран хай хулана çĕмĕре пуçланă, вара пĕтĕмпе çĕмĕрсе (сăтăрса) тухнă. || Склонить на свою сторону. Юрк. Вырăссем вĕсене хăйсем алли айне туртса иличчен, кĕсем (эту) хăйсем енне сăтăрса илме тăрăшнă. || Вытирать. Ст. Чек. Типĕ япалапа хытă пусса шăлса илес. || Волочить. КС. Сăкманне сăтăрса пырать (волочит).

сăх

(сы̆х, сŏх), клевать. Çамр. Хр. Çакăн пек çанталăксенче йăвăç турачĕсем ниçта сăхми вырăн юлми шăнса пăрланса лараççĕ. Сред. Юм. Чăх толă пĕрчи сăхать (клюет). Якейк. Чăх-чĕппи çăмарта шăнчен (= ăшĕнчен) тохиччен валтан çăмартая сăхать. N. Çавăнта сана вĕçен-кайăксем пыраканĕ пĕри сăха-сăха кайĕç. КС. Хур сăххăрĕ. Гусь ущипнул. Буин. Карташне кĕрсен, эпĕ ăна ятăм та, сăхасран хăраса часрах пăлтăр алăк патне чупса кайрăм. Изамб. Т. Çын вилет — усем çăхан пек сăхса илеççĕ (попы). || Кусать, жалить. Орау. Тутана шăна сăхса шыçтарчĕ. Ал. цв. 13. Чĕтĕресе кайса, чĕрине темĕскер сăхнă пек, йĕрсе ярать. || Рук. Календ. Прокоп. Урнă йытă çыртсан, çĕлен сăхсан, пĕр хăрамасăр часрах çыртни вырăнти юна çăварпа сăхса илсе, сурса пăрахас пулать. || Жечь (о крапиве). Тораево. Карта витĕр кăшкăртать. (Вĕтрен сăхни). || Давить гнид гребнем или двумя ногтями. N. Сăхмассерен пĕр-ик шăрка вĕлерет (гнид убивает гребнем). || Бить. КС. Вăл та пулсан пырса сăхатех. И он тоже бьет (о малосильном или ребенке в драке). || Делать отметку. КС. || Колоситься. Собр. † Ыраш пуçах сăхнă чух çара аллăн ан тытăр. Баран. 27. Ыраш икĕ эрне ешерсе ларать, икĕ эрне пуçах сăхать, икĕ эрне шăркине тăкать. || Вышивать глазки (об узоре). См. тĕрĕ. Нюш-к. Тĕрре сăхса тухман-ха, теççĕ. Вăл тĕрĕ куçĕсене симĕс, кăвак, чакăр, е хĕрлĕ лартса тухман тени пулать (отдельные участочки узора еще не вышиты). Якейк. Эп паян икĕ масмак сар симĕс сăхрăм (сар-симĕспе туса тохрăм). Сред. Юм. Сарлăх кăтай тĕрленĕ чôхне, тĕрлесе пĕтере пуçласан, варрисĕне пăртак чиксе тôртмалли йолсан: пăртак сар сăхмалли йолнăчă, теççĕ. || Сглазить, подумать или сказать о том, что кто-нибудь много ест или пьет. Орау. Такăш сăхса чыхăнтарчĕ, чыхăнса пĕтĕмпе антăхсах карăм (зашелся от кашля). N. Эсĕ сăхрăн пулĕ мана? (Говорит в шутку поперхнувшийся). СПВВ. Х. Сăхса пăхса тăрать çинине Сапăнсассăн, пĕри-пĕри сăхрĕ пулĕ, теççĕ.

сăхлан

зариться, прельщаться. СПВВ. ПВ. Ст. Чек. Ун аллинчи çĕрре сăхланнă. Кильд. † Пуян хĕрне ан сăхлан, хуйхă пусĕ пуç çине. Альш. Хĕрĕ пăхат та, сăхлана юлат, тет. Ib. Темĕскерне курса сăхланнă. Не знаю, что он в ней нашел хорошего. Ib. † Чус виттернĕ кĕлете чусне пăхса ан сăхлан. Рак. Вăл хĕре пит сăхлантăм эпĕ. N. † Пирĕн вăя куракан, кам сăхланмĕ выляма. Юрк. Кун пек ырă хулана патша курсан, патша та пурăнма сăхланĕ, пĕрте тиркемĕ! тет. Букв. Эрехе ан сăхлан. Шибач. Сăхланса çиять. Ест жадно. См. сăхăлан.

сăхсăх

креститься, класть на себя крестное знамение. Юрк. Эпĕ — тутар муссульман, эсĕ — тĕне кĕнĕ çын, сăхсăхса ил, тет тутарĕ. Йӳç. такăнт. 8. Урлă-пирлĕ сăхсăханчи туса, кăмака çумне кайса ларать. || Молиться. Чхĕйп. Авалхи чăвашсам нихçан та турра сăхсăхман.

сĕлкĕ

(сэ̆лгэ̆), пиявка. Ст. Чек. Изамб. Т. Эпĕ каçан çине сĕлкĕ ларттартăм. Ib. Унăн сĕлкĕ ларттармалла. См. сĕлек, сĕлĕк, сĕлĕп, сĕлĕх.

сĕлкĕ

(сӧ̆лгӧ̆, сэ̆лгэ̆), вышитое полотенце. Чăв.-к. Мамăк сĕлкĕ çакрăм пит шăлма, эпĕ çӳрерĕм сана тус тума. N. Унта хăш лаши малтан килет, ăна пĕр лайăх сĕлкĕ параççĕ. К. Розанова. Сĕлкĕ, назв. костюма или украшения.

сĕлкĕшле

(-гэ̆-), грустно. N. Анчах каçа хирĕç ăçта кайма пултарăп эпĕ? терĕ Анттун сĕлкĕшле пулса.

сĕм

(сэ̆м), темный. Ск. и пред. чув. 78. Вăрман тĕлне хуп-хурах сĕм пĕлĕтсем капланчĕç. || Дремучий. Чураль-к. Сĕм вăрманта çеклĕлĕх йывăç тупаймăн. (Ут хӳри). Сред Юм. Сĕм вăрман, большие непроходимые леса. Батыр. Тĕлĕкре сĕм вăрманра çӳресен, вăрçа кĕмелле пулат, теççĕ, типĕ япала курсан, ырлăха пулат, теççĕ. Такмак. Утмăл çухрăм сĕм вăрман урлă каçрăмăр. Трхбл. Сĕм вăрманта сĕт вĕрет. (Кăткă тĕми). Регули 896. Сĕм вăрман, сĕм ойпа тохрăмăр. || Совершенно. Регули 895. Сĕм пĕччен порнать. Ib. 877. Сĕм коçне кисе кăтартмарĕ. Ib. 898. Сĕм те пĕлмест. Кильд. Ăна никам та паллайман, вăл сĕм ют çын пулнă. СТИК. Сĕм тăварсăр, совершенно без соли. Изамб. Т. Сĕм пĕлми выртăть (когда крепко спит, или в бессознательном состоянии и пр.). Сĕт-к. Сĕм тĕттĕм, сĕм соккăр. N. Тăпри, шывĕ, чулĕ — пурте хутăшах пулна, йĕри-тавра сĕм тĕттĕм хупăрласа тăнă. Сред. Юм. Сĕм тĕттĕм, совершенно темно, ни зги не видно. N. Сĕм тĕттĕмре хăйсен йышĕсене хăйсем паллаймасăр пĕрне пĕри вĕлере пуçланă. СПВВ. БМ. Сĕм тĕттĕм, сĕн тĕттĕм, тьма. О сохр. здор. Хăшĕ-хăшĕ тата сĕм ватăличчен пурăнаççĕ. Хорачка. Так йорлаччă вăлсам сĕм пĕлми. Сред. Юм. Сĕм те пĕлмес. Ничего не знает. Шарбаш. Сĕм те пĕлмеç. Ничего не знает. Бгт. Сĕм куçсăр, совершенно слепой. (Хăрах куçсăр, кривой). N. Вăл пĕр çулталăк хушши сĕм куçсăр пулса пурăннă. Кан. Кун пек çĕленĕ куçпа пурниччен, ĕлĕкхи пекех сĕм куçсăр пурнам, тесе шухăшлатăп. Ала 92. Анчах унăн (у него) пĕр тăнĕ те пулман, сĕм ухмахах пулнă вăл. ЙФН. † Сĕм арăмсăр сĕм ухмах пак, туссăр йышсăр тунката пак. N. Сĕм ухмаха тухрĕ. Кан. Сĕм шур илнĕ куçлисене те тӳрлетейреççĕ-ши? Якейк. Сĕм хĕлле (тăр хĕлле) пирĕн пӳртре пурăнма япăх. N. Халĕ сĕм кĕркуннене çитрĕмĕр те, килтен те тухас килмест. Ск. и пред. чув. 5. Тухса кайрĕ сĕм çĕрле Акăр ялне хăнана. Сам. 29. Илемсĕр, сĕм тĕксĕм, салху пурнăçра этем тивĕçне те тытса тăрайман. || Самый (для выражения превосходной степени). Якейк. Вăрă пирĕн ялти сĕм лайăх лашая çаклатса карĕ. Собр. Сĕм çук çыннăн та (у самого бедного), вилсессĕн, ним юлмасан, катăк пурттипе, катăк çĕççи юлнă, теççĕ. (Послов.). Собр. Пирĕн пичче сĕм пуян та укçи пур. О сохр. здор. Сĕм ватăличченех, до самой глубокой старости. N. Сĕм авал эпĕр пурнакан Раççей вырăнĕнче те вĕçĕмсĕр тинĕс шавласа выртнă. К.-Кушки. Сĕм хура, чисто черный. Буин. Сĕм хура, полный мрака. ТХКА 48. Çапла пĕрре сĕм тĕттĕм пулсан, вăрмана лашасем яма тухса карĕ пирĕн атте. Ib. 49. Пӳртрен тухрамăр. Сĕм тĕттĕм. N. Эпĕ сĕм ухмах мар.

сĕмĕрлĕх

сознание. N. Эсĕ пĕлтернĕ йĕркесенчен эпĕ такçанах пĕлнĕ: эсĕ вĕсене сĕмĕрлĕхе хунă.

сĕнк

(сэ̆ҥ'к, сӧ̆ҥ'к) подр. Утиханию, успокоению, впаданию в забытье, задреманию. Н. Уз. Пăртак сĕнк пулчĕ-ха! Немножко затих и уснул (говорится о ребенке, который часто плачет). Сред. Юм. Пăртак выртам-ха, каймалла полаччин, тесе выртрăм та, сĕнк полнă кайнă (задремал). Ib. Пăртак выртса сĕнк пôлам-ха тесе, тин çиç выртнăччĕ, килсе те тăратрĕç, сĕнк полаччинех. Янтик. Çул çинче канса ларакан матка халь сĕнк пулнă (впала в забытье). Ib. Эпĕ сĕнк пулайнăччĕ, мана килсе те вăратрĕç. . Трхбл. Сĕнк пултăм, вздремнул. Тюрл. Ларнă çĕртех сĕнк пулса карăм (задремал). Хăр. Паль. 4. Пальля, çул çинче ывăннăскер, пĕр тăлăплă çын çумне тĕршĕнсе сĕнк пулса кайнă. Çутт. 158. Хăй: ытла та ывăнтăм! тет те, сĕнк пулса хытса каять. || Забытье. МПП. Сĕнке кайнă, задумался. N. Йăвăр шухăшсем кăна сĕнке янă.

Сĕнтĕр-вăрри

(сӧ̆ндӧ̆р-вŏрриы), назв. г. Марпосада на Волге, районный центр в ЧАССР, у устья р. Сундыря. Абаш. † Чолхолара чол хаклă, Сĕнтĕр-вăрринче сĕлĕ хаклă. Пир. Ял. Хутсем хыççăн (вслед за документами) уйăхран Сĕнтĕр-вăррине икĕ-виçĕ хут та çитрĕм (побывал). N. Эпĕ пĕр вуникĕ çула çитсессĕн, эпир пĕрре аттепе Сĕнтĕр-вуррине пĕрене турттарма кайрăмăр. Моштауши. Пăртак кайсан, эпир Сĕнтĕр-ворине çитрĕмĕр çĕрле.

Сĕнтăр-поç

исток реки Сундыря. В. Олг. || Назв. сел., Большое Шигаево, Марпосадск. р., расположенного у верховья р. Сундыря. М. Шигаева. Эпĕ малтан Аçаматкассине карăм та, онта виçе çол вĕрентĕм те, вара онтан Сĕнтĕр пуçе карăм. || Назв. дер. Татаркас. р.

сĕр

(сăр), мазать, замазать. Çутт. 29. Аппа çав эмеле сĕрсе кĕçĕрен аран-аран тасалчĕ. Ау 21. Унтан килтĕм-килтĕм те, чипер аппан тути çурăлнăччĕ те, ăна çăва сĕрсе хăвартăм. N. Эс ман çурăма сĕрсе яр-ха. Сред. Юм. Орапа сĕр, мазать телегу дегтем. ЧС Манăн алла анне пиçнĕ хăмлапа та çыхатьчĕ, тата эрехпе те сĕретчĕ те, çапах та час тӳрленмерĕ. Орау. Чӳречесене сĕрсе лартнă, уçас мар. Ib. Путылккана питĕрсе сĕрсех хунă (замазали). N. Шур çуçлĕ пулаччен пурăнччăр тесе парнипе тутисене сĕреççĕ. || Гдадить. Собр. Лаша çине çĕрĕ тăхăннă алăпа сĕрсен, лаша мăнтăр пулат, теççĕ. Шурăм-п. Пусма картлашки çине выртрĕ, тет те, хырăм сĕрме (сĕтĕрме) тапратрĕ, тет. Хастарлăх 38. Сĕрсе утни — кивелчĕ вăл. || Тереть (mortuum in Iavando). Юрк. Алă тупанĕпе сĕрмеççĕ, тепĕр енĕпе сĕреççĕ. || Шăркать (о спичке). Хурамал. Шăрпăка сĕрсе тивретеççĕ (зажигают). Орау. Сĕрмелли, спичка (иносказательно). Тюрл. Вăсем вутне шăрпăкпа чĕртмеççĕ, икĕ пулинкене сĕрсе чĕртеççĕ. || Пилить. Ала 56. Çак кĕлтунă вăхăтра темĕскер кĕмсĕртетнĕ сасă илтĕнчĕ, унччен те пулмарĕ, темĕскер пăчăкăла сĕре пуçларĕç, вĕсем сĕрсен-сĕрсен, тинех пĕлтĕм вĕсем эпĕ тăракан йăвăçа сĕрнине. Çурри йăвăçа сĕрсе çитсен тепĕр еннен сĕре пуçларăçĕ, çак вăхăтра манăн чунăм пĕтĕмпех чĕрне вĕçне çитрĕ. || Резать. Альш. Çĕççи мука пулат, тет те, сĕреççĕ, тет, сĕреççĕ, тет, çеççи сĕрмес, тет. || Ударить, стегать. Орау. Сĕр пĕре пушупа. Ib. Лешне пĕрре пушипе сĕрсе ячĕ (вытянул). Ст. Чек. Сĕрсе илнĕ, стегнул (кнутом). || Мыть. С. Тим. † Урай хăмисем сарă мар, пусса сĕрекен эпир мар. N. Сакă сĕрмелли. || Петь песни. Орау. Сĕрет юрра! Поет и поет (хорошим мотивом; задушевно). || Чистить. N. Хамăр ялăн хĕрĕсем, сĕрсе çакнă укçа пек, ялтăртатса çӳреççĕ. | Мямлить. КС. Сĕрсе калаçать, мямлит. || „Устроить“ (иронически; т. е. напортить). Сред. Юм. Сĕрет ĕнтĕ ô. Но он уже это сделает (с иронией, о человеке, не могущем сделать). Ib. Маçтăрсем тăвайманнине эс туса сĕрен ĕнтĕ ôна (с иронней). Мастера не могли сделать, а уже где тебе. || Дать взятку, „подмазать“. || Наговорить на кого, нашептать, наябедничать.

сĕрĕм

(сэ̆рэ̆м, сӧ̆рӧ̆м), угар. N. Серĕм ан тухтăр, сĕрĕм тухасран хăратăп эпĕ. Шарбаш. Сĕрĕм тивсе вилчĕ. Умер от угара. В. С. Разум. КЧП. Серĕм тивнипе пӳртре пурте кая-кая ӳкнĕ. Ск. и пред. чув. 104. Тăвас тени пулмасан пуç ыратать сĕрĕмре. Якейк. Сан сĕрĕм уçăлчи? — Уçăлчĕ. || Дым. Янш.-Норв. Кăмакаран сĕрĕм тухнă пек. Ск. и пред.чув. 113. Чун шикленет, ăш вăркать, пуç тӳпинчен сĕрĕм тухать. Альш. Кашкăр куртăм та, пуçран сĕрĕм тухса карĕ (перепугался). || В перен. знач. Шел. 58. Хурт сырнă пек буржуйсенĕн сĕрĕмсем. Альш. Çапла пайтах сĕрĕм пуçтарат вăл каçчен сăмаварсем туяна-туяна парса.

сĕтев

(сэ̆дэв), придача, прибыль, выгода. Альш. Сĕтев курмасан, япала сутни те харам (не стоит). Ib. Лаша улăштартăмăр та, хам лаша çинчен З тенкĕ сĕтев патăм. СТИК. Сĕтев парса улăштартăм (с придачей). Череп. Эпĕ ку хăяра сĕтев илтĕм (на придачу). Ib. Мана ку хăяра сĕтев пачĕç. Ал. цв. 4. Çитменнине тата кĕмĕлпе ылттăн сĕтев илсе, хăвăртрах вутлă кимĕсене тултара-тултара киле ăсатса пырать. Юрк. Пĕр сĕтевсĕр улăшаççĕ. Меняются друг с другом (домами) без придачи. Бес. чув. 10. Вăл лаши çумне мĕн чухлĕ сĕтев (çине) памаллине тĕплех пĕлсе çитереймен-ха. Ст. Чек. Пуçма — пуç улăшрăмăр, пĕр енчен те сĕтев паман.

стантсă

(станцы̆), станция. Çутт. 53. Час-часах стантсă пасарне каять. Çамр. Хр. Ăна эпĕ стантса ăсатса ятăм. Кан. Тăвас çул çинче пĕр стантсă, икĕ расес пулмалла. На будущей железной дороге будет одна станция и два разьезда.

стрилук

стрилок, лесной стражник. Çутт. 83. Таçта каять пĕр стрилук, пăшал çакнă, йĕр йĕрлет. Чиганры. Вăрман патне çитеспе эпир пĕр çынна куртăмар та, каялла хăраса тартăмăр эпир, стрилок пулĕ тесе. Мижули. Пăртак татсан, ачасем каларĕç: стрилок килет, терĕç; анчах эпĕ ĕненмерĕм, çав вăхăтрах стрилок пире тытрĕ вара, хотаçсене исе карĕ. Сред. Юм. Стрилôкă, лесник.

(-c’); сокр. утверд. частица от ĕç, ведь, действительно. Ставится после слов с конечными гласными. Регули 501. Эсĕ исе-и? — Исе-ç. N. Çапла-и ку? — Çапла-ç. || Оказывается. Орау. Кунта-ç-ха эсĕ! Эпĕ сана шырама анчах тухса каяттăм! Да (ды̆) ты, смотри-ка, здесь! А я чуть не пошел тебя разыскивать. См. ĕç.

çав

вон тот, вон этот (означает предмет более отдаленный). Панклеи. Карчăкки: тор! тор! çав йытта çапса пăрах-ха, старик! тет. Регули 745. Çавна исе пар. Ib. 639. Çав сохалсăр старик (çав старик сохалсăр) салтакра çӳресе. || Этот, тот (упомянутый раньше). Чаду-к. Вăл каланă: пирĕн апи çук, çавна (её) шыраса çӳретĕп, тенĕ. Шурăм-п. Михаля: çавна кайса илес-ха, тесе, чупса кайрĕ те... Альш. † Ватта-вĕтте мĕн илем, çамрăксене çав илем. Ib. Елшелин те, таçтан килет шывланса хай Чăнлă юппи, çав тăрат шывланса. Вишн. 71. Çавсем (эти названные предметы) пурте çĕреççĕ те, шыва каяççĕ, шыв вара çавăнта шăршлă пулать. Ib. 61. Çав çинин мĕн кирлинчен ытлашши çăва каять те, ун йышши çын мăнтăрланса каять вара. Изамб. Т. Тепĕр кунне ирхине: çав Михалян (у этого Михайлы) виç сурăхне илсе кайнă, тенине илтрĕмĕр. СТИК. Çавăн (у этого человека) хĕрне калаçаççĕ (= çавăн хĕрне килĕшмешкĕн калаçаççĕ). Юрк. Çав вăхăтра (в это время), мĕскерлескер-тĕр (какая-то личность), пĕр çын, алăка уçса, еррипе кăна кĕрет те. Орау. Çав вăхăтра çынсам ун патне мĕн пулнине пĕлме пырсан, аçа çапса та вĕлерчĕ, тет. N. Эпĕ калах çав лашана пăхатăп. Я опять ухаживаю за тою (же) лощадью. Т. VIII. Çав каçхине, в тот вечер (в упомянутый вечер). Байгул. † Хура вăрман хĕрри хурлăханлă: хура чĕкеç лармас — çав хуйхă (вот в чем горе). || Такой (ставится вместо пропущенного собственного имени). Артюшк. Çав, çав çĕрте вăкăр пур. В таком-то месте есть бык. N. Çав тытнă. Такой-то покойник поразил болезнью. || Иногда подчеркивает подлежащее. Ст. Ганьк. † Таппăна (ловушку) ăçта хуратăн? — Юман тăрне хуратăп.— Юман тăрăнче мĕн лекет? — Сарă-кайăк, çав лекет. || Соединяется с наречием авă. Юрк. Пĕр тăван та пĕр пулмаст, теççĕ чăвашсем, авă çав сăмахсем пирĕн тĕп-тĕрĕс ĕнтĕ. Ib. Пирĕн йăха, пирĕн киле ырă кин килсе кĕменччĕ... — Авă çав тĕрĕс иккен, тет хунямăшĕ. || Заключает в себе ссылку на прежнее, указывая на факт, который вытекает или является последствием предыдущего или следствием других наличных обстоятельств. По-русски здесь могут стоять разные обороты. Сĕт-к. Кĕрконне, çав Ваçок кайсан, Ольон пит коллянатьчĕ. (Здесь „çав“ не указ. местоимение). ППТ. Çыннисем те тата, пурте, чăнахах, чир-чăр тесе пуль çав, ăçта тĕл пулнă, унта çаптараççĕ (позволяют бить себя прутьями, во время „сĕрен“). || Иногда употребляется для большей яркости и картинности изложения. БАБ. Старик кăна: мĕн чухлĕ пулĕ ĕнтĕ санăн вăю? терĕ, тет. Ку калат, тет: нумаях мар: çак çĕр варрине пĕр ылттăн юпа лартсан, çав юпаран тытса çĕре çавăрса ярăп çав, терĕ, тет. Шурăм-п. Шалти пӳлĕмри чӳречесем çинче сарă, хĕрлĕ, кăвак чечексем пур çав. N. Тăнă та çак çын (встал), вăл тăриччен пӳрт пулса ларнă (построилась) çав, пăхмали те çук (очень хорошая)! ППТ. Вăсем çапла, çăмартана, тепĕр иккĕ-виçĕ çăмарта çиесчĕ тесе, хăвăрт хыпса яраççĕ, анчах урăх лекмес çав вара. См. еще прим. в Оп. иссл. чув. синт. II, 232. || Иногда выражает согласие (соотв. русск.: да, конечно, разумеется). СТИК. Çапла, пурăнма питĕ хĕн çав пирĕн пек çынсене (çав придает выражению оттенок соглашения и грусти). Изамб. Т. Энтри ухмахланнă темест-и? — Çапла, тет, çав. Усен ăрăвĕ çав. || Употребляется для выражения подтверждения слов собеседника. Юрк. Апла ĕнтĕ, пулĕ çав (ну да), теççĕ итлесе ларакансем. Альш. Карчăк калат: кай çав (ну да, ступай), аранчĕ (немного) сана та парĕç, тет. Сред. Юм. Çырмара çан чôл шыв йохнă çĕрте те пĕрмай çав шывва кĕрсе çӳрет. Шывпа йохса кайтăр çав (в конце повышение голоса). || Хотя, правда. Т. VII. Амăшĕсем: хĕрĕм, пурăнма аван-и? тесе ыйтаççĕ, тет. Хĕрĕ: аван та çав, эпĕ тăнă çĕре ялан кĕтӳ хăвалаççĕ, тесе калать, тет. Изамб. Т. Тепле унпа ĕмĕре ирттермелле.— Ирттерĕн çав! Не знаю, как с нею прожить век! — Ничего не поделаешь, проживешь! (т. е. таково положение вещей). || Изамб. Т. Эсир миçен çав? А вас сколько человек? А велика ли ваша семья? (Так спрашивает человек, уже знакомый с семьей). || Ставится в безразличных и неопределенных ответах. Трхбл. Аван çывăртăн-и? — Çывăрнă çав ĕнтĕ. N. Мĕшĕн сахал ĕçлерĕн? тет.— Ĕçĕ сахал мар та, çурмалла ĕçĕн çав ĕнтĕ вăл (условия работы исполу известны): çурри ăна, тет. || Уж. КС. Апат телĕшĕнчен ашшĕ хĕрĕ çав (уж). || Соотв. русск. частице же (произносится с оттенком раздражения). Йӳç. такăнт. 7. Пĕçер ху тата, пĕлен пулсан! Пулать çав арçын (бывают же такие мужики)!. || С вопр. част. „и“ соотв. русскому что ли это. N. Сирĕн ялсем-и? — Çук, чураппансем-и çав, кушкăсем-и... (Они) из вашей деревни? — Нет, не то черепановские („черепановские что ли это“), не то кошкинские... Альш. Çапла пулчĕ çав пирĕн ĕç! Вот такие-то у нас были дела... (Заключает рассказчик повесть о том, что с ним случилось). || Дело в том, что... (заключает в себе возражение или противоречие с предыдущим). N. Эсĕ мĕшĕн ăна театăра ертсе каймарăн? — Унăн укçа çукчĕ çав. N. Эпĕ ăна хамах кӳлсе парăттăм та, манăн алă ыратат çав. Основу çавăн см. особо.

çав-çавах

в том же положении. Истор. Темĕн чухлĕ пурăнсан та, Иван тӳрленеймен (не исправился), çав-çавах хытă чĕреллĕ пулса юлнă (остался таким же жестоким). Баран. 86. Эпĕ нимĕн те курмарăм (не увидел), пĕлĕт çав-çавах уçă, пĕтĕм хир шап-шурă юр.

çавăлте

(с'авы̆л'дэ), там; тут (сокращено из çав тĕлте). БАБ. ЧС. Эпĕ кĕлете тухса йĕтĕм-йĕтĕм, çавăлтех (тут же) çывăрса кайнă.

çавăн пек

так (у .др. çампак). N. Çавăн пек калаçнине илтнĕ эпĕ. Орау. Упаран тарнă, кашкăра çулăхнă, теççĕ; çавăн пек пулчĕ („из огня да в полымя“). N. Çавăн пекрехех, почти подобно тому (сказанному). Моштауши. Çавăн пек пирĕн ял.

çавăн чух

çавăн чухне, тогда, в то время. Зап. ВНО. Сĕт-к. Çомăр хытă карлаттарнă çавăн чох. N. Çавăн чух вăл мана кăларман пулсан (из воды), эпĕ çавăн чухнех вилмелле (утонул бы).

çавăр

(с'авы̆р), вертеть, вращать; перевертывать, навертывать. ЧС. Ашшĕ унăн сăмахне итлесе тараса (колодец) патне пынă та, каткана (бадью) çавăрса улăхтара пуçланă. Ск. и пред. чув. 99. Чупать ав вăл васкаса, урисене çавăрса. Собр. † Кăвак лашасе кӳлер-и, хĕврисене çавăрса тӳлер-и. N. Ăçта выльăх-чĕрлĕхĕн пуçне те çавăрса лартат (ие). Бугульм. † Пĕчĕкçĕ çĕлĕк, çавра çĕлĕк, çавра-çавра ларта пĕлмерĕм (не мог надеть как следует). Кан. Пуслăх пек рычак тытнă та, çавăра тăрать (так и вертит, угрожающе). || Повертывать, размахиваться (чем). Макс. Чăв. К. I, 60. Кĕтĕм эпĕ хура, ай, вăрмана, пуртă çавăрайми йывăç пур (так как лес очень густ, то нельзя размахиваться топором). N. Енне-енне çавăрса тăратса. Образцы. Самар çуни — сарлă çуна, çаврайăттăм пӳрт умне. || Повернуть; завернуть. Тайба-Т. Пĕчĕккеççĕ лаша — турă лаша, çунине çавăрса хуринччĕ (а если бы повернула!). Çутт. 31. Шкула кĕнĕ чух урисене çавра-çавра пăхса тасатать. Изамб. Т. Лашана хапха патне çавăрса кил. Заверни лошадь к воротам. Бур. † Кил-йышĕ килте пулинччĕ, хирĕç тухса илинччĕ; лаши матур пулинччĕ, вăр çавăрса ларинччĕ (надо: лартинччĕ). N. † Çавăрма çук сылтăм хула, ытарма çук савнă сар хĕре. || Перевертывать (настроение; одежду, при перешивании). Баран. 42. Йытă улашни выçă кашкăрăн чĕрине шарах çурать, пĕтĕм ăшчиккине çавăрать. N. Халата çавăрса çĕлетрĕм. || Обращать внимание. N. Псков, Новгород таврашĕнчи юçлĕх çĕрсене типĕтсе çереме çавăрĕç. N. Унăн чирлĕ выртакан вырăнне канмалли вырăна çавăрĕç. Т. VII. Ĕлĕк пĕр арăм чире хывнă тет те, çемйисем хире кайсан: турăçăм ырлăха çавăрччĕ! тесе юрласа çӳрет, тет. || Возвращать назад, привести (о судьбе). N. Хăçан та пулсассăн вăл сана киле çавăртăр (пусть вернет домой). N. Темлерен çавăрăнăп-и анчах. Пазух. Кĕркуннехи уçăма тур ут пусĕ малашне. Ан йĕр-ха, атте-анне, турă çавăрмĕ-и малашне. Н. Карм. † Çӳлĕ тусем çинче çавра кӳлĕ, çил çавăрса кӳртрĕ пĕр çулчă; пирĕн тăвансемех пит аякра, тур çавăрса кӳчĕ пĕр çĕре. Календ. 1907. Çĕре çапла тума, çапла ĕçлеме нумай расхот та, вăй та тухать. Анчах ун вырăнне, тухнă расхота, пĕтнĕ вăя çавăрса, нумай усă кӳрет. Ерех 16. Нимле те алла çавăрма çук, ытла йывăр çул килчĕ. Янтик. † Ах йыснаçăм Якку пур, сана пулас марччĕ, такçтан турă çавăрчĕ. Альш. Пулăçăсене ку ача калат: турă çавăрнипе татах çаврăнтăм çав (опять пришлось здесь пройти), тет. || Кружить, бушевать (о буре). Сред. Юм. Ах тор, паян тăман çаврать (буран кружит). Епле çӳрет çôл çӳрекен çын! Коракыш. Çанталăк пит кансăр пулнă, çил-тăман тем пек çавăрнă (бушевала пурга). N. Айĕн-çийĕн çаврать (буран). Кан. Час-часах çил-тăмăн тухса çавăрать. || Кружить голову. АПП. † Хӳмесем çинчен ан çӳрĕр, çамрăк пуçăра çавăрса. N. Тем хам пуçа хам çавăрса порнап. Янтик. † Çын сăмахĕ хыççăн ан кайăр, çын сăмахĕ пуçа çавăрать. Полтава 14. Çамрăк илем анчах мар хĕрсен пуçне çавăрать. N. Мĕкĕтепе Петĕр, вĕсен пуçне такам çавăрнă пек, карчăк сăмахне итлесе, тумтирсем, çĕлĕксем тăхăнаççĕ те, чупаççĕ хупаха. || Обдумывать. Ск. и пред. чув. 21. Лайăхрах ыйтса пĕлем, ăспа пуçра çавăрам, унтан вара ĕненем. || Проплыть вокруг. N. Ку шӳкке пулат, тет те, кăна хăвалать, тет. Пĕтĕм кӳле çавăраççĕ, тет. || Обернуть. Сборн. по мед. Тутăр татăкĕ илсе, ăна кача-пӳрне çумне çавăрса. N. † Йори илтĕм çут пиçхи, çавра-çавра çыхмашкăн (обернув вокруг), йори килтĕм çак хоçа патне, çавра-çавра поплеме. || Украсть, присвоить. N. Иван: эпир сутăçсем пулă сутма пурсан, пуллине ак çапла çавăратпăр, тет. Хăй сутăç умĕнчен лушкипе çăва йăлт хăй патне пуçтарса илчĕ, тет. || Обойтись (в течение известного времени). Тим. † Алăкран тухми çӳпçи пур, аллă пилĕк сурпанĕ пур, аллăшне парне парсассăн, çул çавăрма çитĕ-ха, пилĕкĕш хăне (= хăйне) юлĕ-ха. || Обходить, подносить. Мусир. Çитмĕл курка çитмесен, çавра куркапа çаврас (обнести), тет; çавра куркапа çавăрăнмасан, тимĕр куркапа тивертес, тет. || Собирать в одно место. Ст. Чек. Хĕрĕм, кĕтĕве çавăрса хăвар-ха. Дочка! собери-ка стадо в одну кучу. || Рыть. В. Буян. Çав шăтăкра патша ывăлĕ çĕр тĕпĕнче хăйăр çавăрнă. || Свить (гнездо). Сред. Юм. Çерçи йăва çавăрнă. Воробей свил гнездо. Баран. 150. Пурте йăва çавăрса чĕпĕ кăларăççĕ. Ib. Тилĕ... вĕçен-кайăксен çĕре çавăрнă йăвисене шыраса тупать. || Строить (дом). Сред. Юм. Ô çын халь çорт пит çаврать. Он теперь строится во всю (строит дом, усиленно занят постройкой дома). Кан. Халĕ вăл пĕр уйăх хушшинче килне çавăрса çитере пуçларĕ (стал достраивать), пӳртне тимĕр витнĕ. N. Пӳртсем лартрăр-и? Кил-çорт çавăртăр-и? Çуртăрă-йĕрĕре çавăртăр-и? Кил-картиш çавăрайрăр-и? Построились ли вы? (Так спрашивают в разных говорах погорельцев). N. Кусем хăйсем пĕр тĕрлĕ ял çавăрса пурнаççĕ. || Городить. Пазух. Тимĕртен анкарти эп çавăртăм, йĕтемиине шăвăçран сартартăм, юпине ылттăнран, ай, ларттартăм. Альш. Кив çурт çинче (на прежнем месте деревни) анкартисем çавăра-çавăра, тыта-тыта пĕтернĕ. N. Пирĕн атте картишне шурă хăвапа çавăрнă. Якейк. Холая чолпа çавăрнă. Город огорожен каменною стеною. || Класть (печь). Изамб. Т. Кăмака çавăрас. || Точить (о токаре). КС. Йĕке çавăр, вытачивать веретено; чашăк çавăр, вытачивать блюдо. || Обойти. Бюрг. † Анкарти тулашĕнче мулкаç вылят, пĕр çавăрса пулма-çке (= пулмаст-çке). N. Эпĕ çĕр çинче çӳрерĕм, пĕтĕм çĕре çавăрса тухрăм (обошел всю землю). || Вышивать. N. Мĕн ĕçлетĕн, тăхлачă? — Йывăр тĕр (тĕрĕ, узор?) çавратăп. || Оторачивать. Алших. † Çипирккене хăнтăрсем эп çавăртăм. || Отделывать. Тим. † Пурçăн пиçиххи ярапине çавăрса пулмарĕ укапа. Пуянăн та сарă ачине çавăрса пулмарĕ çамрăк чух. Бур. † Ука кирлĕ çухана (вар. суха) çавăрма; хайла (уменье, сноровка) кирлĕ юрăсене юрлама. Ib. Тулĕсене пурçăн туртăр-а (у „тарай енчĕк“) ăшĕсене ука çавăрăр-а? Срв. Оп. иссл. чув. синт. I, 177. Лашм. † Улача кĕпе аркине çавра-çавра тыта пĕлмерĕм. || Закруглять. Альш. † Эпир ларас вырăна çавăрса тунă иккен тенкелне. || Увлечь, seduire. N. Ăна час çавăрма пулать. Её легко увлечь. Алешк.-Сапл. † Ылттăн ука çуха çавăрать, маттур ача сар хĕр çавăрать. АПП. † Вăрман хĕрринчи сар-кайăк, сала çаврас сасси пур... Тим. † Пирĕн савнă туссем ялта мар, сире çавăрмашкăн эпир мар. || Расположить к кому-либо; склонить. КС. Ун кăмăлне çавăрсан, тем чул та сăпаççипа калăттăмччĕ сана. N. Халăх кăмăлне çавăрас шухăшпа, вăл комиссияна (= комиççие) халăхран та суйланă çынсене кӳртмелле тунă. Бюрг. † Хамăн тенĕ тантăша пĕр çавăрса пулмарĕ мулпалан. N. Вăл патшалăхра мĕн те пулсан нумай вĕтĕ-вĕтĕ çĕр тытакансем туса, вĕсене хăй енне çавăрасшăн. Кубня. † Ай-хай савнă тусăм, хура куç! çавăрса пулмĕ-ши хам çумма? Юрк. Сирĕнпе пĕрле ĕçсе çиме пире çăкăр-тăвар çавăрчĕ. Ib. † Килес çукчĕ эпĕ çак киле, сирĕн çăкăр-тăвар çавăрчĕ. || Уговорить, убеждать (сильно раздраженного). Сред. Юм. Темле çиленнĕ çынна та хай маййăн çаврать (может уговорить). Альш. Унтан çавăра-çавăра хай хĕре йӳнерех хака килĕшеççĕ те, çураçаççĕ. Орау. Калаçкаласа аран-аран çавăртăм (уговорил). Альш. Карчăк хĕр тупать, карчăк каччă çавăрать. || Привлечь на свою сторону. Кан. Ку ĕçе пĕччен майлама çăмăлах мар, Ортяккова çавăрар. Кан. Ку кооператив халăха çавăрма (привлечь) пĕлменнинчен килет. || Ловко говорить, говорить обстоятельно. N. Халĕ вĕсем вĕсене хирĕç пит аван çавăрса çыпаçтараççĕ (ловко отвечают на выпады их). ТХКА 58. Ăслă, тăнлă çынсем аван, сăмаха çавăрса, ырă кăмăллă калаçнине илтсен, илемлетсе шăнкăл-шăнкăл шыв юхнă пек шăкăлтатса, кăмăла-чĕрене пусарса, лаплантарса, пит ăслă, вырнаçуллă, çыпçуллă çырнине вуласан, калаçнине илтсен, ах, вара, çавра-çил пек, ман шухăш кĕвĕçпе явăнать. КС. Ăна хирĕç лайăх çавăрса хучĕ. Ловко отпалил (ответил) ему. N. Çавăрса калаçаймаçт. Шемшер. † Йори килтĕм çак хоçа патне, çавра-çавра поплеме. Конст. чăв. Çапла сан пек çавра-çавра каласа ăнлантаракан пулнă пулсан, капла пулас çукчĕ эпир, терĕç. Лашм. † Пĕчĕкçĕ çĕлĕк, çавра çĕлĕк, çавра-çавра ларта пĕлмерĕм; çак тусăм килсен, çавра-çавра калаçа пĕлмерĕм те, калаçа пĕлментен сивĕнчĕ. || ЧП. Выртрăм, ăйхăмсене çавăраймастăп (не могу уснуть) || Спеть куплет. Кильд. † Пĕр çавăрса илсе пĕр юрлăтăм, ăшăмра мĕн пуррине калăтăм. Кĕвĕсем. Чĕкеç килет сассипе, çавăрса юрлать юррине. || Уплетать. Кан. Нимрен ытла, кĕселе атте юратсах çавăрать. || Иногда выражает силу, ловкость, законченность действия. СТИК. Çавăрса çырт, укусить.

çавăрăн

çавăрн, çаврăн (с'овы̆ры̆н, с'авы̆рн, с'авры̆н), вертеться, вращаться. Чураль-к. Ылтăн пахчара — ылтăн тенел; ылтăн тенелте — ылтăн урапа; çав урапа епле тенел тавра çавăрнать, çавăн пекех çав хĕр ăшчикки çав ачашăн çавăрăнтăр. (Из наговора „хĕрсен пуçне çавăрмалли“). N. † Çӳлĕ ту çине арман лартрăм çиле хирĕç çаврăнма; кăçал пире, килес çул сире, тĕнчи çапла çаврăнат. Ск. и пред. чув. 11. Вутăн йĕри-тавра старик выртать çаврăнса. || В перен. смысле. Альш. † Ай-хай çинçе пӳçĕм, çамрăк кăкăрçăм: çаврăнат-çке купăсăн майĕпе. IЬ. † Кĕмĕл çĕрĕ, ахах куç, çавăрнат пурне майĕпе, ай-хай пуçăм — çамрăк пуç, çаврăнат хĕвел майĕпе, ах кăкăрçăм çамрăк кăкăр, çаврăнат купăс майĕпе. Синьял. † Вăта пурнери кĕмĕл çĕрри пурне майпе çавăрнать; йăс шăнкрав пек сассăм пур, купăс майĕпе çавăрнать. || Повертываться. N. Юрă сассипе хула çавăрăнса ларассăн туйăнать. N. Ку кашкăр хăш енне хăвăрт çавăрнайманнине, вĕреннĕскер, пĕлнĕ пулнă. N. Ку пĕрре çапат, тет те, тепĕр енелле çаврăнса ларат, тет (изба). N. Ман енелле çаврăнса тăр. Шорк. Малтан хăй, окçа çок тесе, йĕрет, кайран эпĕ окçа паратăп: ме, ил, тетĕп, вăл манран çавăрна тăчĕ. Сам сначала плакался, что денег у него нет; потом я ему предлагаю, а он взял да отвернулся от меня (выражение недоумения, неожиданности). N. Çаврăнса кайтăр! Чорт с ним (чтобы его перевернуло). || Кружить. С. Айб. † Ĕнтĕ çил çаврăнать, çил çаврăнать; çĕмĕрчипе хăви авăнать. Юрк. † Шурă Атăл хĕрринче шурă хăйăр, паян çаврăнса çуна юр пекех. N. Сасартăках пĕр ушкăн вĕлле хурчĕ вĕçсе пынă та, ун тĕлĕнче çаврăнса тăра пуçланă. Альш. † Улăхрăм çӳлĕ ту çине: тир хуранĕ вĕрет çаврăнса. Вĕрет, вĕрет, çавăрăнаймаст, ман кăмăлăм сиртен тăранаймаст. || Кружиться (о голове). НТЧ. Вăл çапла, çиес килет тесе чарăнсанах, манăн пуç çавăрăнса кайрĕ (закружилась). Курм. Шывра çапла шухăшласа тăнă çĕртрех пуç çаврăнса килчĕ те, весерле кайрăм-ӳкрĕм. Баран. 56. Аялалла сирпĕнсе аннă чух ик-виç хут вĕл-вĕл çаврăнса илнĕ те, лаши-мĕнĕпе вĕçлĕ чул çине пырса çапăннă. Кĕвĕсем. Пĕр çырмасăр шурă хут варланмас, пĕр шухăшсăр çамрăк пуç çаврăнмас. || Свертываться. Çутт. 68. Чĕрĕпсем хăранипе иккĕш те йăпăр-йăпăр çăмха пек çавăрнса выртрĕç. || Объехать, обойти. НТЧ. Чĕнсе çавăрăнсассăн, киле тавăрăнать. Когда объедет всех с приглашениями, возвращается домой. N. Эпĕ çĕр çинче çӳрерĕм, пĕтĕм çĕре çавăрăнтăм. Ага 70°. † Утлан утланасса, ай, сар утна, çаврăн Хусанах та хулине. М. Сунч. Вара пур юмăçсем пухăнса ял тавра хĕрсене сухаласа çаврăнма хушрĕç. С. Айб. † Кĕçнерникун çунă юр çинче йĕс таханлă ут йĕрри пур. Йĕс таханлă ут йĕррине йĕрлесе, çеçен хирте виççĕ çаврăнтăм. N. Пĕре йăвăç (или: пӳрт и пр.) тавралла çавăрнтăм. Я обошел раз вокруг дерева (или: дома и пр.). || Сделать круг. Изамб. Т. Йĕкĕт тепĕрре çавăрăнчĕ те (на пашне), ашшĕпе пĕрле апат çиме ларчĕç. || Ворочаться (о лежачем). Рак. † Хамăр савнă туссем те ăсăма килсен, кĕске çĕре виççе те халь çаврăнатпăр. || Кружиться (о суводи). N. † Наратла çырми — çич çырма, çич çырмара çич кукăр, пĕрех кукăр çавăрнать. Кан. Хăвăртрах çавăрăнакан кукăрсенче, пур çĕртепе пĕрех, шыв тăрать. || Развеваться. Альш. † Ман пуçăмра хрансус явлăк уйăхран çӳле çаврăнтăр. || Окружать. Шемшер. † Хора порçăн пиçиххи пилĕк тавра çавăрнать: воник çыххи — ал çыххи, аллăм тавра çавăрнать. || Катиться. С. Дув. † Хура вăрман виттĕр тухнă чух, çавра çĕлĕк юлчĕ çаврăнса. Трхбл. Шăл урайне, тантăш, тасарах, кĕленче çăмарта çаврăнтăр. || Размахиваться. Буин. † Çаврăнайса утă, ай, çулмашкăн çави аври вĕрене пулинччĕ (вар. çави аври кирлĕ вĕрене). || Обращаться. Собр. † Вĕрене курка сарă курка нумай çаврăнчĕ аллăмра. || Быть около (кого), вращаться. Изамб. Т. † Пĕчĕках та пĕвĕм, çамрăк чĕрем, çаврăнайинччĕ сирĕн умăрта. || Возвращаться периодически. Рак. † Атте-анне килĕнче (вар. килне) хăна пулар (вар. пулар-а), уйăхпала (вар.-палан) хĕвел пек çаврăнса. Хурамал. † Эпир вылясси-куласси çулталăкра çавăрнать (возвращается через год). Альш. † Пятам, пянам килне хăна пулăр, уйăхпала хĕвел пек çаврăнса. || Приходить обратно, возвращаться. Альш. Ĕмĕр пулсан, çаврăнăпăр, хĕвел пекех çаврăнса. N. Хĕвел епле çаврăнат, эс те çавăн пек киле çаврăн. N. Çак çăкăра çиме тепĕр хут темиçе патша (= патшалăх) урлă, аслă шывсем урлă çаврăнса килсе çимелле ту. Эй сĕт кăкăри, пилле! теççĕ те, вара ывăлĕ амăшин кăкăрне: кăкăр сĕчĕ, пилле, çавăр! тесе чуптуса илет. (Салтак ăсатни). Б. Яныши. Пăртак тăхтасан, çомăр каллях çавăрăнса пирĕн çиялла пура (= пыра) пуçларĕ. || Вернуться домой (напр., из похода). || Приходить, наступать (о времени). Толст. Чăнах та çав вăхăт çавăрăнса çитнĕ. || Обвиваться. Альш. † Çĕр çырлисем ӳснĕ чуне тĕрлĕ курăка çавăрăнат. Ib. † Çĕр çырлисем ӳснĕ чухне тĕрлĕ курăкпа çаврăнат. || Превращаться. N. Ăна сут тунă чух, вăл айăпланса тухтăр, унăн кĕлли çылăха çавăрăнтăр. N. Çĕр çинчи чечек çынна çавăрăнĕ. N. Шыв юна çаврăннă. || Переходить (во что). Юрк. Тытăннă калле тутара çаврăнма (переходить в татары). Баран. 165. Çурçĕр енелле кайнă çемĕн сăрт тинĕсленсе пырать, тӳрем çĕре çаврăнать. Ib. 100. Чипер пăхса ӳстере-ӳстере, начар йăхах авана çаврăнса пырать. || Уходить обратно. Панклеи. Пĕр опи çавăрнса карĕ (ушел обратно). N. † Туйăма курма килнĕ тăшманăм çаврăна туха кайтăр-и? Хир-б. Мирон шарламарĕ, эпĕ шутларăм: ку çавăрăнса каять пулĕ, терĕм (я подумал, что...). || Перемениться. N. Çанталăк сивĕрен улшăнса ăшă енне (çур енне) çаврăнса пырат. N. Тĕнче çаврăнат çав вăл. Времена переменчивы. || Итти окольною дорогою. Альш. Çула хиртен каяççĕ, типĕ çулпа çавăрăнса. Ib. Эсĕ çавăрăнса-çавăрăнса кай (кружным путем). N. Çав çын трахтир паччĕн, арман паччĕн çавăрăнса çитеччен, лешĕ ун валли пӳрт тутарнă, лаша, ĕне, сурăх, качака илсе панă. N. Леш тĕл пулнă çын каллех таçтан çавăрăнса ун умне тухрĕ, тет. || Расположиться, стать благосклонным. Юрк. † Ютран тунă тус час çавăрăнмас (не скоро расположить его к себе). N. Чуптумасăр хĕр çаврăнмĕ. Микушк. † Сирĕн кăмăлăрсем пит пысăк, вунă сăмах каласа çаврăнас çук. Тим. † Пирĕн савнă туссенĕн кăмăлĕ пысăк, курса калаçмасан çаврăнмас. Пазух. Çумăр çăвать — йĕпетет, хĕвел пăхать — типĕтет; пиртен тантăш сивĕнет, кайран хăех çаврăнать. Тайба-Т. † Кĕмĕлех те çĕрĕ ахах куç, çавăрăнат-ĕçке çыру майĕпе; пирĕнпе те тантăш, ачасем çаврăнат-ĕçке уллах майĕпе. || Поддаваться уговорам, соглашаться. Ильмово. Вара каччи çаврăнать те, хĕрне курасшăн пулать. Потом жених соглашается и высказывает желание повидать невесту. Альш. Çавăрăнĕ-ха çапла тусан, капла тусан. || Увлечься. N. Во час çавăрнать. Её легко увлечь. || Перестать сердиться. Шибач. Эп никçан та çавăрăнмастăп (не откладываю гнева, не перестану гневаться, сердиться). Кан. Кашкăр çилли çавăрăнман, çавăрăнма та шутламан. Ib. Неушлĕ, ниепле те çавăрăнмĕ (не простит)?... Хамăрăн вĕт... Чем люди живы. Çавăнтах ун çилли çаврăннă. ЙФН. Ват çын сăмахĕ час çавăрнмасть. (Может значить: 1) не ясно говорит, 2) не скоро проходит гнев). Синьял. † Эп савнинчен сивĕнтĕм, калла çавăрнать ан тийĕр (т. е. мое расположение не вернется). || Быть красноречивым (о речи). Альш. Авă, эсĕ ватă çын ватă çынах: санăн чĕлхӳ-çăвару çавăрнать мĕн каласне, епле каласне (т. е. ты знаешь наговоры). N. Чăваш юрри вырăнне çавăрăнман чĕлхе-çăварпа вырăсла юрлаççĕ. || Выводить мотивы. Çатра-Марка. † Симĕс пĕкĕ авăнмаç, çамрăк кăккăр çавăрнмаç (юрлаймасть). КС. † Юрла пĕлмен кăккăр çаврăнмĕ (грудь не выведет мелодий). Ib. Кĕсле çавăрнмасть, кĕвĕ лайăх тухмасть (не точно производится мотив). Юрк. † Симĕс пĕкĕ авăнмĕ, турти çумне çыпçăнмĕ; пирĕн çамрăк кăкăр çаврăнмĕ, ватă çумне çыпçăнмĕ. N. † Мĕн çамрăкран хуйхă курнăран, çавăнпа кăкăр çаврăнмас. Ск. и пред. чув. 26. Манăн кăкăр çавăрăнмасть, пысăк хуйхă курнăран. || Навиваться, виться. Юрк. † Пирĕн хирĕн варринче çаврăнса ӳсет пĕр тулă. Ib. Унăн кăтрисем çаврăнса ӳснĕ, явăнса ӳкнĕ. || Строиться. Микушк. Эпир кĕнĕ кил-карти, эпир тепре киличчен, хула пулса çаврăнтăр. (Такмак). || Переходить на чью сторону (метаф.). Юрк. Аптăранă енне, халтан кайнăскерсем, тытăннă лешсем енне çаврăнма (они). || Побывать. Альш. Ан хĕс куçна, хамах пĕлеп, çаврăнăп-ха каçпарах. || Пребывать. Микушк. † Эпир ларнă вырăна хĕрт-сорт ларса çаврăнтăр. (Такмак). Собр. Пĕчикçеççĕ, çап-çаврака, пӳртрен пӳрте кĕрсе çӳрет, нихçан та çаврăнса тухаймас. || Заниматься. N. Çу хута терлĕ-тĕрлĕ ĕçпе çаврăнса пурăнса эпĕ, Петр Алекçейĕвичран урăх нимĕн çинчен те ыйтса пĕлеймерĕм. || Удосуживаться. Тим. † Çырла пиçтĕр аллăм çаврăначчен (пока я удосужусь). || Накопляться (о делах). Альш. Праçник тесен те вăл хăйĕн ĕçĕ çавăрăнса килекен тĕлте, е пĕр ĕçрен тепĕр ĕçе тытăннă чух, пулан праçнике кăна калат, е пĕр-пĕр тĕлтен пурăннă пурăнăçра пĕлме кирлине кăна астăват. || Беспокоиться. Чураль-к. † Чун савнине курмасассăн ăшчик вăр-вăр çавăрнать. N. Хамăра тохса кайнине шотласан, питĕ ăшчик çавăрнать. Абаш. † Калла-малла шотласан, ăшчик вăр-вăр çавăрнать. N. † Ай-хай çамрăк пуçăм, айван ăсăм, çавăрнат-çке шухăш майĕпе. N. † Шукăшла-шукăшла ларсассăн, шукĕшĕ майпе пуç çавăрнать. || Употреб. в качестве вспомог. гл. Çутт. 143. Шăшисем хуппине йĕри-тавра кăшласа çавăрăннă. Абыз. Качча тухакан хĕр каларĕ, тит: атте, эп пĕрер курка парса çавăрнам-ха, тит.

çавăрăнăç

çаврăнăç, çавăрнăç, кружный, окольный путь, крюк (гов. о дороге). Альш. Çавăрнăç-çавăрнăç кайма хушат, тет, стариккине. Ib. Асту, çаврăнăç кай (кружным путем). К.-Кушки. Тӳрĕ каян пăх çиен, çавăрнăç каян çу çиен. (Послов.). Тюрл. Çавăрнăç кайсассăн, çу хыпатăн; тӳр кайсассăн, пăх хыпатăн. Собр. Пӳклерен каян пăх хыпать, çавăрăнăçран каян çу хыпать, теççĕ. (Послов.). || Оборот, принятый речью. Хурамал. Сăмах çавăрăнăçпе (к слову) каларăм. Ib. Ачасене эпĕ çапла каласа хутăм сăмах çавăрăнăçпе (сăмах ункайĕпе). Шихаз. Çапла калаçкаланă чухне, сăмах çавăрăнăçпе, анне вĕсене: тăхлачисем, ал тымар тыткалама тĕшмĕртетре тен эсир? терĕ. || Поворотливый. ЧП. Кайăк чĕрелĕ ача ум çине çаврăнăç чĕлхелĕ çын (красноречивый, мягкоречивый, привлекательный) кирлĕ.

çавăрăнса пăх

оборачиваться и смотреть, оглянуться. Сред. Юм. Çавăрнса пăхмасăр вырать (= пит вырать, жнет торопливо). Ib. Вăн тенкĕ ôкçа мана пĕр çавăрнса пăхма та çитмерĕ ô (так скоро я их истратил, что и сам не заметил). || Уделять внимание. N. Анчах лешкас хĕрĕсем пирĕн ял ачисене çавăрăнса та пăхмаççĕ (и смотреть не хотят, не обращают никакого внимания). Пазух. Çакă ялăн хĕрсене, ĕмĕр хĕрте ларсан та, йĕкĕт çаврăнса пăхас çук. Янтик. Эпĕ ун çине çавăрăнса та пăхмастăп! мĕн тăвас унпа. N. Хам кайран сире çавăрăнса та пăхман пек пултăм.

çавăрса кил

загнать в одно место. N. Эпĕ кайран сорăхсене çавăрса килеттĕм. || Приводить (напр., гостя; гов. о боге). Чăв. и. пур. 21°. Иванăн амăшĕ: кăна ăçтан турă çавăрса килчĕ? тесе, пит савăннă мĕн.

çавăрса çап

хватить (ударить) с размаха. Чăв-к. Юналут çинче тепĕрре чĕрĕлнĕ те (волк), хыттăн çавăрса çапса вĕлернĕ (волка). N. Кошака çĕре (о земь) çавăрса çапать. НАК. Эпĕ хăра-хăрах (со страхом) кĕрсе (в воду) илтĕм те (утку), кăвакала тепĕре (еще) çĕр çумне çавăрса çапса сумкка чиккĕрĕм (= чикрĕм) те, килелле уттăрăм (= утрăм). Б. Яныши. Ашшĕ, ачине курсанах, ярса тытрĕ те, утне астуманшăн учĕ çине (о лошадь) виçĕ хут çавăрса çапрĕ. N. † Кӳлетĕр утăрсене чуманнине, çавăра-çавăра çапатăр (бьете, хлещете их кнутом с размаха). Янтик. Мирун кушака илчĕ те, çĕре çавăрса çапрĕ. N. Сыснана, чул катăкне пушăпа çавăрса çапнă пек, çавăрса çапать (ударяет свинью с размаха). КС. Вăрăм пушăпа çавăрса çапас, çавăрса шартлаттарас. Ib. Пĕреççех çавăрса çапрăм! Взял да как хвачу с размаха!

çавăрса тыт

захватить, схватить крепко. Сенч. Мана çӳçрен çавăрса тытрĕ. N. Çуласа тăнă чухне кăна çавăрат-тытат, тет. Баран. 96. Вăл (ямщик) тĕпри лашана пуçĕнчен çавăрса тытнă, мĕн пур халне кăларса астуса анать. Богдашк. Тытат çӳçрен çавăрса пупа та: укçана пар, атту вĕлеретĕн! тет. Альш. Эпĕ хӳрине лайăх çавăртăм-тытрăм: нимĕнпе те ямастăп.

çавăрт

то же, что çавăт. Завражн. Çавăрт = çавăт, вести. Изванк. Ăна (ее) пурте çавăртса кĕчĕç. Абаш. † Анатран хăпарать ман савни, ик кăвак ут çавăртса. Бр. п. водку 18. Хусан хули хуçине Сантăрккийĕ çавăртнă. КАЯ. Эпĕ, тихана курма тесе, тула чупса тухрăм та, анне тухса калах çавăртса кĕчĕ (в избу). || Вести под уздцы, за повод лошадь, вести под руку человека. Козловск. р. Кр. Чет. р. Лашана çавăртса кил, приведи лошадь (в др. говорах çавăт).

çавăт

(с'авы̆т), вести. Кан. ЬIвăлне çавăтрĕ те, тухса утрĕ. Тораево. Вăкăра çавăтрĕ, тет те, вăрмана карĕ, тет. Сĕт-к. Лашая çавăтса шăварма исе кай-ха. Ib. Соккăр старика çавăтса килтĕм пасартан. ТХКА 41. Эпĕ тимĕр кĕреçе илтĕм. Атте хăла тьыхана çавăтрĕ. Киле таврăнтăмăр. N. Пăрува çавăтрĕ те, карĕ. Орау. Эп ăна пусма картлашки çинчен (с крыльца) çавăтса антăм. Юрк. Сĕве кĕперĕ çинчен каçмаллине курсан, хăшĕ-хăшĕ ураписем çинчен анса, лашисене çавăтса каçрĕç. Ib. Вут тухсан, эсĕ çапла лашăна çавăтса çӳретнем? тесе ыйтат. N. Аллинчен çавăтнă та, вут ăшнелле кĕме тытăннă. В. С. Разум. КЧП. Каччă кача çавăтнă. || Украсть, увести (несерьезное выражение). Якейк. Петрохайĕнне кĕççĕр шор япала, лаша çавăтса (вăрласа) кайнă.

çаврака

(с'аврага), круглый, закругленный (так почти во всех говорах). Ст. Чек. Кильд. † Кĕрӳ стаккань, ай, çаврака; çаврака стаккан, ай, çавăрать, эпĕ çанпа час-час килетĕп! N. Хăна мухтаса юрлакансене çаврака пĕлĕт çинчен пăхса, тăрса, вĕсене асапсенчен хăтарса тăратăн. Ск. и пред. чув. 2З. Вĕсен çулĕ хĕрринче улма йывăççи курăнать, çаврака сулхăнĕпе хăй айнелле йыхăрать. || Девичья круглая повязка платка концами назад? || N. Порçăн тоттăр çаврака, каç полттипе вĕлкĕшет, ир еннипе лăпчăнать.

çак

(с'ак), вот этот. Сĕт-к. † Ах-чах, ах анчах, ача вăййи çак анчах. М.-Чолл. Çак çулпа кайсан, лаши вилет, çак çулпа кайсан, этеми вилет. Регули 1468. Çак кĕнекепе çав кĕнекене иккĕшне те эп çыртăм. Ib. 627. Çак кĕнеке манăн. Орау. Ку лашана çтан илнĕ çак эсĕр? (если видеть в первый раз). Çак лашана çтан илнĕ çак эсĕр? (если давно видит лошадь). Пĕлесшĕнччĕ (давно хотел спросить), нимпе те ыйтимастăп çавна. СТИК. Çак çăраççие уç-ха. Алших. † Çак хăтан хапхи тăрринче аçа-тăрна кăшкăрат; çав хăтан хапхи тăрринче ама-тăрна сасси пур; çавсем иккĕш пĕрле пуласшăн кăшкăраç. N. Çакна çи те, çĕр çуна вут кас, теççĕ. (Послов.). || Он. Кн. для чт. I, 6. Эпĕ вулама та пĕлетĕп, тенĕ çак. || В этот самый (раз). Торп-к. Эпĕр юмах пĕлекен çынсем мар, çак килнĕ чухне çул çинче, пĕр вар пуçĕнче, пĕр арăм йытă çурине ĕмĕртет. Орау. Çак иртнĕ çĕрпе виçĕмкун каç эпĕ пĕр вăхăтрах икшер хут вăрантăм. Альш. † Нумайранпа çак касра хĕрсемпеле вылярăм. || N. Онта-и çак? Там что ли это? (раздолье). N. Инке, тетĕп, эсĕ çырăва вĕренни çак? тетĕп. Ачач 14. Анне! Иртри халь ыратни? тесе ыйтрĕ ача сасси. Амăшĕ вара çемçен кăна кулса кăтартрĕ: ах тур эсĕ, ывăлăм... Хăвăн аннӳне çамрăклах хĕрхенме пĕлетĕн çак, терĕ. Орау. Чуну пур-и çăк санăн? Ачу макăрнине илтместĕн (говорит муж, когда мать спит, а ребенок плачет). Н. Сунары. Пĕр ырхан кашкăр ял таврашĕнче çӳренĕ чухне, мăнтăр йытта курнă, тет.— Йытă тус! эсир апат ăçтан илетĕр çак? тесе ыйтать, тет. N. Мĕнле тĕлĕк курнă çак эсĕ, ачам?

çакăн

(с'агы̆н), висеть, повиснуть. Ау 9. Çитмĕл çичĕ çивтĕлĕ, тет, кашии çивтинчен пĕр хĕр çакăнса çӳрет, тет. N. Шу çинче йăвăçран çакăнса тăрать (на дереве). N. Йывăç çинче çакăнса тăнă. N. Ача йăвăç тăринче çакăнса тăрать ни анимаçть, ни кантрисене салтимаçть. Курм. Така турат çинчен мыракипа çакăнса тăрать. Дик. леб. 46. Елиса çыхса тунă кĕпе маччаран çакăнса тăнă. Кама З1. Верук (Иллене çакăнса). Çынсем мăшкăлаççĕ, мăшкăл, ял мăшкăлĕ. Ан пăрахсам мана, савнă Илле, ан ятла мана, эпĕ нимĕн те туман. Н. Карм. † Аннеçĕмех панă йĕтĕн кĕпи çакăна юлчĕ вăта каштара. Ала 56. Эпĕ хурама хăвăлне анса çакăнса тăтăм (висел там). N. Пирĕн кунта ахаль те чун вырăнта мар, кашнăй кунах вилĕм пуç çинче çакăнса тăрать, халĕ талса (= татăлса) анас пекех. || Быть на весу. N. Вăл çавăнтах, машинăна каялла чакмалли пар янă пулсан та, машинă йăнăш çула кĕрсе кайнă; малти вагонсен ураписем çакăнса тăнă. || Повеситься. В. Олг. Каран вăл хорăнтан çакăнса вилчĕ (повесился). N. Тата Макар пиче çакăнса вилчĕ. Атăл хĕрне кайса пиçикипе çакăннă, аттесем пĕр кон хорал тăчĕç. Ст. Чек. Вăрманта усал çакăннă пулĕ. || Приставать, привязаться. О сохр. здор. Çынна çав чир çакăнсан, если пристанет (привяжется) болезнь. Б. Яныши. Мĕнле пулăсем хӳререн нумайăн çакăнса тулнă. Ib. Пулăсем хăйсемех хӳрене çакăнса тулаççĕ. || Тормозить, тянуть назад своею тяжестью. Сред. Юм. Лаша çакăнать. (Говорят, если едущий верхом ведет другую лошадь и она отстает от первой). || Следовать. Альш. Çăмарта сутма каякан çăкăрне хӳне хурат та, вăрăсем каллах урапи хыçĕнченех çакăнса пыраççĕ, тет, юлмасăр. || Попадаться; встречаться. Якейк. Хайхискер тин çакăнчĕ (наконец, попался), нумай кушшуль тăкрĕ, текех ямăç ĕнтĕ (про вора). N. Çул çинче мĕн çакăннă хуласене, ялсене — пурне те тĕпĕ-йĕрĕпе тустарса пынă. || Относиться. Баран. 247. Çурçĕр енчен Пăрлă Океан патне пырса перĕнекен хăш-хăш çĕрсем анчах сивĕ енне çакăнаççĕ (относятся).

çаккала

учащ. ф. от гл. çак. Орау. Тумтире тула кăларкаласа çаккалас пулать (время от времени надо проветривать). Ib. Вăсем тумтирсене тула кăларса çаккалаççĕ курнать. Шурăм-п. Эпĕ пите çукаласан, мĕн кирлине çаккаласа ярсан, пӳрте кĕтĕм.

çакăм

то же, что çакăн (род. п. от местоим. çан). [Изменение н в звук м перед п — явленне частичной ассимиляции]. Эльбарус. Пĕрре эпĕ çакăм пек юлташпа иксăмăрах ял хыçĕнчи вăрман хĕрĕнчи çаран çине ĕне çитерме карăмăр.

çакăн пек

такой, как этот. Курм. Çакăн пек иртертĕм эпĕ хам çамрăк чухнехи пурăнăçа. Кан. Тавлашуллă ĕçĕн историйĕ çакăн пек.

çаклан

(с'алан), зацепиться. Сюгал-Яуши. Пусма ман туратран çакланса çурла кайнă. || Приставать, привязаться. N. Мĕн усал килсе çакланасси пур мана? N. Темĕскер пулчĕ мана, эпĕ халччен чирлеменччĕ, пуç ыратат, шăмă-шакă ыратат, темĕскер çакланчĕ, тесе калат, тет. ЧС. Сунас пулман кăна (лошади), пĕр-пĕр урăх чир çакланнă пулĕ, терĕ. Кан. Лаша çумне тепĕр лаша çакланса пынă вĕсемпе. N. Чуна мĕн çакланмас. || Впасть. N. Эпĕ хуйхăпа асапа çаклантăм. || Попасть. N. Çĕркĕ патшанăн туй пулнă та, çавăльте çакланмарăм-и-ха (не попала ли туда), тесе калат, тет, тилли. Баран. 56. Иккĕш анчах шыва çакланайман, çыранран тӳрех лаши-мĕнĕпе чул çине персе аннă. Юрк. Эсĕ кунта мĕн ĕçпе çаклантăн? Ib. Тамăка çакланнă çынсем иккĕн, ĕлĕк пĕрле тус пулса пурăннăскерсем, пĕр-пĕринпе тĕл пулсан, тытăннă савăнса калаçма. Ib. Унта пĕр вырăна (должность) çаклансан, çавăнта слушит тăва пуçлат. Ib. Ăнсăртран мана çакланчĕ те, халĕ те пулин ман çумра кушак çури пек йăпанса пурăнат. Ib. Тутар арăмĕ утилни (удельный) вăрманне вăрттăн каснă чухне ăнсăртран вăрман хуралçине çакланат. Ib. Эпир ниепле те судья камĕрне çакланаймастăпăр, тархашшăн епле çакланмаллине каласа парсамччĕ. N. † Тевет, тевет, тиетĕр, тевет сире çакланмас; сарă хĕр, сарă хĕр, тиетĕр, сарă хĕр сире çакланмас. Дик. леб. 44. Епле эсĕ кунта килсе çаклантăн, чипер хĕрĕм? || Попасться. N. Опана çакланнă. Попался медведю. Якейк. Етменти Йăван çăрккаç плотнă çакланнă (= тытăннă). Орау. Пĕрмай пурнать халĕ, çакланмаçть. Пока ему все сходит с рук. Б. Яуши. † Карăш йăви картара, карăш пычĕ — çакланчĕ. || Чувствоваться. N. Хура вăрман урлă каçнă чух пăчăр тупрăм; пăчăрĕ çуна çине кĕреймерĕ, хул хушшине çакланмарĕ. (Шутка). || Выпасть. Альш. Малтан аслине çакланат, тет, сыхлама. || Заплетаться. Орау. Чĕлхи-çăвар пĕртте çакланмаçть ку çынăн (ловко говорит), кам-ши вăл? || Проникать, вливаться. Юрк. Вырăс чĕлхине çакланнă чăваш сăмахĕсем.

çаклат

зацепить, задеть. N. Хапха юпине ан çаклат. Ib. Эпĕ ăна туяпа уринчен çаклатса ӳкертĕм (уронил). N. Хайхи çын мунчалине салатса çав çеклĕрен çаклатрĕ, тет те, пăяв явма пуçларĕ, тет. || Запереть на крючок. || Захлеснуть. Скотолеч. 6. Вĕрен вĕçне пысăк йăлă туса çыхмалла та, çав йăлăна лаша мăйне тăхăнтарас пулать, вĕренĕн тепĕр вĕçне, лашанăн кайри урисем хушшипе кăларса, кайри ури пакăлчакĕнчен (сыппинчен) çаклатса илес пулать, унтан вĕрен вĕçне лаша мăйĕнчи йăлăран çаклатса туртса çыхас пулать. || Пришивать. Календ. 1907. Посылкă çумне тата „сопроводительный бланк“ тиекен хут çаклатса параççĕ. || Набрать. Çутт. 31. Урисемпе пылчăк çаклатса кĕрсе урайне варалатьчĕ. || Заполучить. ППТ. Пĕчĕккисем çăмартана кушиле хăйсен аллисене епле-те-пулин çаклатаççĕ те, чикке, çăмарта çинĕ çĕре, каясшĕн хастарланаççĕ. N. Пăхăр-ха, хайхи еплине çаклатнă (напр., девицу или вещь). || Украсть, свиснуть, хапнуть. Кн. для чт. 8З. Тепĕр хут хай Йăкăнат хуçанне пилĕк пус мар, тенкĕ çаклатнă. Анчах тенкĕ те нумаях пыман. Якейк. Çаклатмасăр он ончоль окçа штан топас-ка, конешнă çаклатнă. Ib. Ку, ача, плотнă çаклатнă полмалла, пĕр хĕлте арман тăратса лартрĕ.

çантан

(-дан), то же, что çавăнтан. N. Йĕпреçе кôнтан каять-и.— Çантан каять. N. Эпĕ хам нихçан та çантан иртсе çӳрес çук.

çап-çара

совершенно голый. N. Унăн пуçĕ çап-çара, вăл çӳçне хыртарса янă. N. Мана пĕр пилĕк тенкĕ пар-ха, ытла çап-çарах, ан пăрах. || Исключительно. Конст. чăв. Эпĕ вăсен умĕнче çап-çара чăвашла калаçрăм. N. Ют ялсене (о чужой деревне) ыйтсассăн, хăш пĕлейменнисене çап-çара суеçтертĕм. || Совсем. СПВВ. Х. Çап-çара ывăннă. N. Çап-çара начарланса карăм. Я совсем исхудал. || Все, целиком. N. Эпĕ тара пама çырса ятăм анисене, вăл хăй юмах(х)ипе: çап-çара акап, тет. N. Çап-çарах ан яр, тăварлă полĕ. Все не клади, пересолишь.

çап

(с’ап), бить, хлестать, ударить. Орау. Ăна пуçĕнчен çапрĕ-ячĕ (неожиданно). N. Эпĕ пушипе çĕре çапрăм, çĕр мана сĕлĕ пачĕ. N. Ачасана ытла çапса ухмаха ан кăлар. ТХКА 84. Чăнах та, эпĕ ытти кĕтӳçсем пек мар, выльăха нихçан та çапса амантман. Шемшер. † Ах атте те, ах анне, эпĕ тохса кайсассăн, ик аллуна шарт çапăн! (Хĕр йĕрри). КС. Кĕпене тукмакпа или валекпе çапаççĕ. N. Юпине лартсан, ун пуçĕ тӳпине пĕр укçа пуртăпа çапса кӳртсе лартаççĕ. Полтава 18. Ашшĕ-амăш ачана хĕрхенмесĕр хĕнесе çапла çапса ăс парать. Янтик. Эсĕ мĕншĕн çапрăн мана? Ib. Атте хытă çапрĕ мана пуçран! Ib. Çурăмĕнчен çапрăм. N. Хăмсараччен çапса ил. (Послов.?). Сред. Юм. Çапу-тăву полмарĕ-и? Не было ли побоев? Якейк. Эп вăрманпа пынă чух йăвăç торачĕсем пите-куçа çапса пĕтерчĕç. Ст. Чек. Пирĕн сăмахсене итлемесĕр çамрăк пуçупала таçта кайса, темĕн тĕлне пулса, темĕн çапса вĕлерес, темĕн персе вĕлерес. М. Тув. † Çĕр тенкĕлĕх лашине çапса чупми турăмар. Чотай. † Çакăрвон тенкĕлĕх лашине çапса отми турăмăр (т. е. сделали такою, что она не едет даже, если ее бить кнутом). Пазух. Хире тухрăм çӳреме, хура çĕленсене çапса илтĕм. N. Çав Хурамал ачисем тульккĕ килччĕр ку касса, пуçне çапса çурăпăр. Якейк. Эпĕр паян пилĕкĕн пир çапрăмăр. Ib. Каç полттипа ялта пир çапнă сасă анчах илтĕнет. Кан. Çавăнтах пичĕпе сивĕ юр çине килсе çапат (ударяет). || Бить, пороть. Кн. для чт. 61. Акçонăва çапма сутит тунă. Вара йывăр ĕçе, „каторжный работана“, ямалла тунă. Регули 248. Ĕçлеменшĕн çапрăм. Ib. 165. Вăрă тунăшăн çапрĕç. N. Мулкачă та пире таптать, çил те пире çапать. Чем люди живы. Тапранса тухат çил, Çимун кĕпи виттĕрех çапать. Баран. 70. Ун чух парăссăр та карапа çил хытă çапать, унталла-кунталла ывăтса ярать. Ib. 94. Халех çил-тăвăл тухас пек, сиввĕн-сиввĕн çапать. Чув. пр. о пог. 126. Çил çĕре пит хыттăн çапса вĕрсен, çăмăр пулать. Если ветер очень сильно ударяет о земь, будет дождь. Ib. 83. Çил çук чухне тĕтĕм çĕре çапсассăн, çулла — çăмăр, хĕлле юр пулать. Дым без ветра бьет к земле: летом — к дождю, зимою — к снегу. Орау. Çапса çăвакан çăмăр (дождь с ветром) тухĕ те, пĕтĕмпе сирпĕтсе, йĕпетсе пĕтерĕ. КС. Çапса çăвакан çумăр (бьющий с ветром) тырра ӳкерет. Бигильд. † Çĕн пӳрт çине хăма витнĕ çăмăр çапса çăвасран. N. † Çĕн пӳрт тăрне хăма витрĕм (вар. ампар тăрне хăма витнĕ) çапса çăмăр çăвасран. || Бить (о граде). N. Новосельский уясра пăр çапса кайнă (побило градом). || Пронизывать. N. Çурçĕр енчен сивĕ çапать (проходит, заставляет чувствовать). КС. Çурăма сивĕ çапрĕ, спина прозябла. || Выжимать (масло). N. Йывăç-çу çап. Трхбл. Кантăр çăвĕ çаптарса килтĕм. Ib. Çу çапакан арман, маслобойка. || Ударить (о молнии). Изамб. Т. Ун чухне Сарьел меçĕтне çапнă (молния), тет. Янгильд. Вăрман пĕтнĕ çемĕн арçури пĕте пуçланă, е аçа çапса пăрахнă, теççĕ. || Забивать, вбивать. N. Юпа çумне çап, прибить к столбу (доску). Тимяшево. Халăх çапса хĕснĕ пек пухăнчĕ. N. Çынсем çулăн икĕ аяккипе, çапса хĕснĕ пек, ĕречĕ-ĕречĕпе танă. N. Çапса çыпăçтар (хăмана). || Прилепить, приклеить. Ст. Шаймурз. Ку ача кĕпер хĕррине çыру çырса çапнă. || Покрывать (чем), прибивать. N. Малтан тупăк ăшне те, тупăк виттине те пир çапаççĕ. Якейк. † Пирĕн хăта пит лайăх, толне тоттăр çапнă пак, ăшне порçăн тортнă пак. || Взмахнуть (крыльями). N. Çунаттипе пĕрре çапрĕ те (взмахнула), вĕçсе карĕ. Ала 66. Çунатне çапать шыв çине (гуси). Лашм. † Çарăмсам çинче ула хур, çунатсене çапать шыв çине. || Молотить. N. Хĕрарăмсем вăл вăхăтра ахаль лармаççĕ, вăсам кантăр татаççĕ те, кантăр çапса шăва хутаççĕ. Якейк. Кантăр çапрăмăр; эпĕр ыран йĕтĕн çапас тетпĕр. Пшкрт: ан с'аβас, молотить. Ib. ан с'апры̆м, молотил. N. Ларакан капансене çапни çук-и? çапман пусан, сĕллине çапчăр, ырашĕ лартăр. Альш. † Ырă тетеçĕм, тете, çапăр илĕр ырашне, сутăр ярăр улăмне. Магн. М. 102. Çерçи кантăр çапмантан, чтобы воробьи не вредили конопле. Н. Карм. Икĕ пĕрчĕ пăрçана пĕтĕм хире çапса салатрăм. (Куç). || Положить с силой, бросить с силой. Альш. Пĕри çĕклет те, çапать ăна урапа çине. || Отразиться, падать (о ярком свете). Ядр. Шăрçа çутти çапнă. В. Олг. Инчетре вот пор, пĕлĕт çомне çутă çапрĕ. || Отпечататься, придавать цвет. В. Олг. Алă çомне корăк симĕсĕ çапрĕ. || Отойти и принять прежний вид. Пир. Ял. Юрпа е сивĕ шывпа лутăрканă хыççăн, ӳчĕ шăннине ирĕлтерсе чипер ӳт сăнĕ çапсан, çынна пăртак ăшăрах пӳлĕме илсе кĕртмелле. || Ударить (напр., о краске в лицо). ЧП. Кивĕ уйăхра тунă сăрисем, икĕ пите çапрĕ хĕрлисем. N. Хĕрӳ çапнипеле вут ăшĕнчен.., çĕлен тухрĕ. N. Çунакан япалан хăвачĕ çемĕн вут хĕрĕвĕ çапать. КС. Çурăма ăшă çаппăрĕ. Ударило тепло в спину. || О запахе. Йӳç. такăнт. 61. Çăвне лакăм шăрши çапнă (отзывается запахом посуды). В. Олг. Сĕт йӳçĕ, шăшлă вути йӳççи çапса. N. Остергундомский теекенни; ку сурт йӳçĕ кăшман хурми, питĕ вăрăм, шултра пулать; анчах, сăвакан ĕнене нумай çитерсен, сĕте йӳçĕ çапать; ăнса пулнă çул теçеттинара ку сурт пилĕк пин пăта яхăн пулать. ТХКА 38. Шурă ерĕм-армути йӳççи çапать вара кĕвĕçпе ман чĕрене. Баран. 41. Кăмпа шăрши... сăмсана ыррăн çапса тăрать. СТИК. Ахтар, санран сивĕ çапат (от тебя несет холодом), леррех кайса ларас пуль. Ib. Ай-ай, санран эрек пичĕкинчен çапнă пек çапат (от тебя несет водкой). Шибач. Вăл эреке пек çапат çăвара (йӳçĕ корăк). || Делать колеса. М. Шигаево. Пирĕн ялта çынсем хĕлле çона туваççĕ, çулла орапа çапаççĕ, пĕчик ачасем те хĕлле печик çона тăваççĕ, çула печик орапа çапаççĕ. Календ. 1904. Кусатăран-урапасем çапма вĕренес пулать. Кĕтĕк-вар. Орапă çап, урапа çап, делать колеса; но: орапа ту, делать колеса. || Ткать (куль, рогожу). N. Чăпта çап, ткать рогожу, куль. || Пройти сквозь, пробиться. Орау. Кĕрĕке нӳрĕк виттĕр çапнă. Изамб. Т. Витĕр çапмаллах ан сĕр (сапоги, салом). Толст. Кĕркунне кăткăсен туллине нӳр çапнă. N. Урана шыв çапрĕ (промочил ноги). Сред. Юм. Тар кĕпе виттĕр çапнă. Пот пробил сквозь рубашку. Пазух. Атăлах та урлă, ай, аллă хур, çуначĕсем витĕр те халь юн çапнă. Ай-хай, пĕр хăтаçăм, тăхлачăçăм, кĕрекĕрсем витĕр чыс çапнă. ЧП. Çуначĕсем витĕр юн çапрĕ. || Чеканить. Кĕвĕсем. Ятăр кайнă, чапăр кайнă ылттăн-кĕмĕл çапакан хулана. КС. Укçа çапса пурăнчĕ. Работал фальшивые деньги. || Написать (в разете), печатать. Богдашк. Каçет çине çапмалли хыпар. || Формовать (кирпич). Микушк. † Сирĕн питĕр-куçăр пит илемлĕ, суккăр тутар çапнă кирпĕчĕ пек. || Стрелять. Сред. Юм. Пăшалпа çапса вĕлернĕ (застрелил). Кан. Пăшалсем çапма вĕрене пуçларĕç. N. Револьвĕрĕ çӳлелле çапса каят (выстреливает). || Погубить, поразить. ЧП. Тăшман ялне турă çаптăр. || Звонить (в колокол). Трхбл. Пĕррепе çап, звонить в один (колокол); пуринпе те çап, звонить во все (колокола). || Колоть, резать. N. Пĕр сысна илтĕм те, ăна çитертĕм: ыран çапас, тетĕп. Урмар. Унăн çапмалли сысна та-ха пиллĕк-улттă та пур. || Парить (в бане). N. Пит хытă кăна тарлаттарсан, милкĕсемпе çапсан, пăлтăра (в передбанник) илсе тохса тумлантара пуçлаççĕ. N. Милкĕпе çапса, çуса карчăка мунчаран кăларат. N. Куккăшĕ ăна милкĕпе çапрĕ (выпарил в бане). || Разбивать. Полтава 2. Б. Хмельницкий темиçе тапхăр поляксене çапа-çапа çĕмĕрнĕ (разбивал). || Украсть. || Зашибать, огребать, наживать. СТИК. Ай-яй укçана çапат иккен вăл! Здорово он деньгу зашибает. КС. Паян укçана çапрĕ вăл (нажил, выручил). Кан. Вăл тырăпа сутă туса укçа çапрĕ. Кан. Хамăр айăп ĕçленине кура, кутăн выртсах услама çапаççĕ. || Склоняться. Кан. Распуя çапма тытăнтăм. || Рассказывать (сказки). Собр. Халап çапса хапха тăррине улăхаймăн, йăмах ярса юман тăррине улăхаймăн, теççĕ. (Послов.). Шурăм-п. Тир Йăванĕ юмах çапа пуçларĕ. Çутт. 69. Хĕрарăмсем çăл кутĕнче халапа çапаççĕ. Ир. Сывл. 8. Сăмахĕсене, кăмăллисене, кирлĕ хушăра çапса пыратьчĕç. Хастарлăх ЗЗ. Юсас тесе тăрăшса, сăмах çапса пыратпăр. || Употребл. в качестве вспомог. гл. N. Ăна кăларса çапас пулат. Его надо вышвырнуть с должности? Альш. Пĕр-иккĕ çавăрса çапрĕ те, ăнран кайрăм. N. Анчах хресченсем, çумăр пырса çапнине, утта пур чухнех симĕсле пуçтараймаççĕ.

çапăн

(с'абы̆н, Пшкрт: с'аβы̆н), удариться, получить удар, ушибиться. ТХКА 51. Пите-куçа туратсем çапăнаççĕ. Çĕнтерчĕ 35. Çапăнса кайса сывлăшсăр пулса хăрлатса выртать. Коракыш. Çав тукмакки (колотушка) текех çилпе сулланса çапăнса тăнă. Çутт. 157. Йĕптăррисем: ай, ай, ай! тесе, ăçта çитнĕ унта çапăнса каяççĕ. Сĕт-к. † Вăрман виттĕр тохнă чох, çӳçе шулчи çапăнчĕ. Çӳçе шулчи полман мĕн, тăван сомах(х’) полнă мĕн. N. Каç лапка çинче çывăрнă чухне усал тĕлĕк курса хăранипе, çӳлтен персе анса, лаххана çапăнса, пуçне çĕмĕрнĕ. К.-Кушки. Ну, çаврăнса çапăнтăм та эпĕ виçĕмкун! Пĕçĕ халь те ыратса тăрат-ха. Пĕççе пĕтĕмĕшпех ыраттартăм. Ну и хряснулся же я третьего дня! До сих пор бедро болит. Все бедро отшиб. Пшкрт: с'аβы̆наҕан с'ын (падучая болезнь) таβаланат, таβаланат, ты̆рат та чирэрэк полат вара. || Стукнуться. Якейк. Хĕр-ача, арçын-ачая çорăм хыçĕнче йăтса пынă чох, арçын-ачин алли вĕçернсе кайнă та, çĕре пуçĕпе çапăннă. Девочка несла мальчика на корточках; руки у него оборвались и он стукнулся головою о землю. || Налетать, натыкаться. Цив. Çакăскер, ӳсĕр майĕпе лашине тытас тесе пырсан, лаши çумнех пырса çапăнчĕ. Коракыш. Кашкăрсем хăранипе йăвăçсемпе çапăна-çапăна тарчĕç, тет. || Прикасаться, задевать. Магн. М. 184. Виле туй çынна çапăнмантан, т. е. чтобы свадебный поезд мертвых не прикоснулся к живым... || Приставать. Альш. Вĕсем çынна çапăнсан, усал тăваççĕ. Ача-пăчана, пысăк çынна та çапăнат (т. е. иесем). || Шататься, шляться, заходить. В. Олг. Ста çапăнса çӳресе? Где шатался? Сред. Юм. Мĕн çапăнса çӳрен çак эс пôр çĕрте те, ниçта вырăн топмасăр? Ib. Çав килсе çапăнмас тем-ха паян, пӳрт орайне тасарах тытас. Çĕнтерчĕ 2З. Мĕншĕн килсе çапăннă вара кунта Илякка? Полтава 1ЗЗ. Украйнăри юр ăсти яла кĕрсе çапăнсан. || Утираться. Кан. Пырать те „алшăлли“ çине çапăнать. || Париться в бане. N. Марья мулча хутнă. Ашшĕ мулча кĕнĕ те, вĕри çапăнайман. Вара вăл Марйине: мулчине ыррăн чулĕ хĕрмелĕх хутман, тенĕ. ТХКА 24. Чăвашĕ хăй çăка милкĕпе, икĕ милкĕпе: ах, ах, ах-хах-хах, çăка çулçин мыскари, чĕке-тăвăн тункати; хури-мари сакайне, лăппи-лаппи тапкайне; çăка мунча шерпетне, икĕ алтăр ăшшине, ӳте-пĕве канлĕхне, çăтăл-çăтăл çăтăлăк, çăка çулçи мыскари, хурăн милки сиплĕхĕ; ах-ах, ах-хах-хах! тесе ӳпне-питне çаврăна-çаврăна лапка çинче çапăнать. || Печататься. Кан. Пирĕн 37-рен 4 листа ытларах çеç çапăннă.

çаптар

понуд. ф, от гл. çап. || Заставить стучать. Сред. Юм. Пôкан çаптарать. (Удары при гадании стулом). || Заставить отбивать (косу). N. Хăшĕсем пĕлтĕр çулнă çавасене тимĕрçе илсе кайса çаптараççĕ. || Наметывать (копну). Собр. † Утмăл купа утăра йĕкĕр капан çаптартăмăр. || Бить, сечь (розгами, кнутои), пороть. N. Пĕр ачине карта урлă каçнă чух хуçи уринчен ярса тытнă та, туртса антарса çапма тапратрĕ. Çаптарсан-çаптарсан, ачана киле янă. Симб. Атте вара мана çаптарма чарăнчĕ. Б. Яныши. Апи мана çаптарни. N. Çынсем ытла вĕрипе сивĕ шыва переççĕ, ачисем час кӳрсе килмесен, кайран çаптарса та илеççĕ (бьют). Ск. и пред. чув. 34. Тепĕре ури тупанне пĕççи айĕн çаптарса шатлаттарса илет те. N. Атте мана тата хытăрах çаптарчĕ (еще сильнее). Чăв. й. пур. 24°. Клавасем пырса пит хытă çаптарнă. Янтик. Çавăн матки паян ачине хытă çаптарчĕ. Скотолеч. З. Пушăпа çаптар (но тут же çап). ЧС. Вĕрентен тытса тăракан çыннисем луçа çавăта пуçларĕç, пĕри хыçалтан хулăпа çаптара пуçларĕ. БАБ. Амăшсем пит хытă тытса çаптараççĕ. || Бить масло (на маслобойке). Эпир çур. çĕршыв 28. Тата уйрăм кĕрпе çурмали арман пур, çу çаптармалли машшин пур. Пир. Ял. Пурте Çăл-пуçне çу çаптарма килеççĕ. || Парить (в бане). Орау. (Мулчара) Хветĕре çаптарсан, çан-çурăм канлĕ пулаканччĕ. || Набивать, запрашивать цену. N. Теçеттинине мĕн хакпа илетĕр? — тетĕп. Вунтăватшар тенке çаптарать. Ăçта кайса кĕрес тетĕн, илес пулать, тет. || Околачиваться. Янтик. Айта, çаптарса çӳрер-ха урам тăрăх. Ib. Наччас çаптарса килтĕм Иван патне. Ib. Ну паян кунĕпе çаптарса çӳрерĕмĕр хулара (погуляли весело, геройски, без всяких стеснений). || Придать ткани окраскою пестрый цвет. КС. || Сняться (в фотографии). К.-Кушки. Патрет (-рэт) çаптарса яр (карттăчкă çаптарса яр). Снимись и пришли портреть (карточку). N. Хам кĕлеткене çаптарса яратăп. || Обивать (чем). М.Тув. † Пирĕн Тумкă хула пек: тулне тутăр çаптарнă, ăшне ылтăн кустарнă, çулне чукун сартарнă. || Валять. Альш. Шап-шурă çăмран кăçатă эп çаптартăм. Ib. † Хура çĕленĕн тирне сӳсе илсе йĕпкĕн хура шĕлепке çаптартăм. С. Дув. † Хура çĕлен тирĕнчен хура шĕлепке çаптартăм. || Говорить смело, сказывать. Ст. Чек. Тутарпа вăл тутарла çаптарат, ирçепе ирçелле. Кан. Унтри çак сăмахсене çаптарнă пирки, ялсовет членне кĕме тивĕçлĕ çын мар. Ск. и пред. чув. 81. Хушăлкасен мăн-кĕрӳ, хăй такмакне вăл калать, хăй аллинчи сăрана тăка-тăка çаптарать. Слакбаш. Сăмах ункайĕпе çаптарат (или: çаптарса хурат). Задевает в речи попутно, проезжается (на чей-либо счет). Шурăм-п. Юмах та аван çаптарать (сказки сказывает). || Неосновательно возражать. N. Хăшин çинчен тӳрех: ним ĕмĕтленмелли те çукскер, тесе, çаптарса хунă. N. Сан пеккисемпе эпĕ калаçмастăп та! Тесе çаптарса хучĕ юлашкинчен. || Держать чью-либо сторону, стоять на стороне кого-либо. Тайба-Т. Хăй майлă çаптарат. Делает так, как ему выгодно. Кан. Пуянсем майлă çаптарма тытăннă. || Пропечатать, продернуть. Кан. Сан çинчен (о тебе) хаçат çине çаптарап. N. Тата каçет çине çаптарĕç. || Телеграфировать. N. Юпа тăрăнчипе çаптарса ярăр: ашшĕ сывмар, тесе. Трхбл. Телеграм çаптарас, подать телеграмму.

çапăр

назв. какой-то посуды для собирания ягод. СПВВ. ТМ. Çапăр — сапаксем. Пит нумай сапак çырла мĕн пуçтарсан: ĕнтĕ эпĕ пĕр çапăр пуçтартăм, теççĕ. Çапăр йĕри-тавра пĕр шит пулат.

çапла

(с'апла), так, этак, таким образом. ТХКА. Ав çилен ĕнтĕ. Эпĕ сана вылямалла кăна çапла каларăм. Пазух. Килтен сăра ĕçме эпĕ тухрăм, çапла ӳсĕрлессе эп пĕлмерĕм. Юрк. Мускава, çапла та капла (так и этак), пит аван хула, тесе калаçнине илтсен, çармăссем тăваттăн-пиллĕкĕн пĕр канашлă пулса, юри çав хулана епле иккенне курма кайнă. Ib. Çапла-тăр та çав: эй, пире чăваша юрат-çке, татах нимĕн сăмах калама аптăраса. Ib. Çаплине çапла-тăр çав... Так-то оно, наверное, так, но... Изамб. Т. Çаплине çапла та. Так-то так. Сред. Юм. Çапла (или: апла манеш), так значит. Регули 464. Эп çапла (тăвас) тăрам. Ib. 540. Çапла мар-и, илмен вăл. Ib. 652. Çапла ман пек ту. N. Çапла пулмасăр вара. Якейк. Çапла мар-и, ачасам? N. Çапла вĕсем нумайччен улталанса пурăннă. Букв. 1886. Тавăрăнмассерен: Чĕмпĕр çапла лайăх, Чĕмпĕр капла лайăх, тесе калаçатьчĕç. Альш. Кулаççĕ-мĕн тăваççĕ, çапла иртĕнеççĕ. Беседы на м. г. Çапла мар-и вара? Не правда-ли? || Такой. Юрк. Çапла тĕслĕ çӳçлĕ, сухаллă çынсем (такого цвета). Кан. Ванюш (ача çапла ятлă) пирĕн кулкаласа çеç пырать. Изамб. Т. Шăллĕ те, йăмăкĕ те унăн çапла пулнă (были такие же). N. Хăшĕ нимĕн калама аптараса: амăшĕ çапларах, амăшĕ ямасть, тет. || Например. Баран. 118. Вăрман пире пысăк усă кӳрет. Çапла, вăл шыва упраса, типĕтмесĕр тăрать.

çапла-çапла

так и так. Альш. Ефим Петрович пĕтĕм уччилни япалине çапла-çапла мана пачĕ те, кăнтăрла тĕлнелле хăй çĕнĕ вырăнне, Лашчă Таяпине, тухса кайрĕ. Ib. Малтан вăл каласа парать (излагает одно), тет: çапла-çапла, тесе калать, тет. N. Йăлăнат: тухтăра çапла-çапла (так и так), тесе каласа параймăр-и? N. Эпĕ унтан ыйтрăм: эсĕ ăçтисем, кам пулатăн вара? терĕм.— Çапла-çапла, хуçанăн прикашчăкĕ, тет: çапла яла ярмăрккана таварсем илме каятăп, тет.

çаплах

так же, таким же образом. Изамб. Т. Çаплах, çаплах, вĕтĕ те, шултăра та тăваççĕ. ЧС. Пирĕн атте эпĕ астăвасса çаплах чирлесе пурнатьчĕ. Чирлесен-чирлесен, тата хытăрах чирле пуçларĕ. Сюгал-Яуши. Çаплах тата хамăра çынсем тĕл пулаççĕ те, эпĕ калап: шкула каятпăр-ха, теп. N. Çав тĕлĕнмеле ĕçе çак çула çитиччен курманччĕ, кăçал халерă пулнăран çаплах асапланчĕç (= аппаланчĕç, с обрядами) пирĕн, пиртен инчех мар ялта. КС. Хăй начарланса карĕ (обеднел), эрекине çаплах ĕçет (беспрестанно пьет; если: çапах ĕçет — все-таки пьет. КО). Синерь. Шăши çур çул пурăннă, тет, сала-кайăк та çаплах килмеçт, тет. Шăшийĕ пит начарланса çитрĕ, тет те, пĕр пĕрчĕк сĕллине çирĕ, тет. N. Киле кайсан, перĕн пата çаплах кай, апипе попляса ларма. N. „Купеческий“ тиекен пароходсем анчах çӳреме май пур таран çаплах çӳресшĕн. || Такой же. N. Епле анчăк? тетĕп.— Çаплах, тет. О сохр. здор. Анчах ку ĕç чăнах çаплах-ши? — Чăнах та çавнашкал. || Всё, беспрестанно. Торп-к. Кашкăра тем чухлĕ тутлă çитарсан та, вăл çаплах вăрманалла, теççĕ. (Послов.). Альш. Куçсах тăмаллах мар та, курăксем аванах ӳсеççĕ те, çаплах та (все же) чăнкă аякки (у горы). Яргейк. Пуп майри çаплах ятлать, тет, пупа: кунтан мĕн тухать, (что из этого выйдет, вылупится) тесе. Панклеи. Хĕрĕ (падчерица?) ларма каясшăн полнă. Карчăк старика: çак хĕре еçсе хăвар-ха, старик! вăл çаплах каясшăн, тет. || Всегда. В. Олг. Ĕне сунă чохне çаплах пуркаланса турса (вертелась). Кан. Венăра (Австри) çаплах çĕр чĕтрет. В Пшкрт — çаплак.

çарăн

то же, что çаврăн. Б. Олг. КС. Эс çарăнтăн-и ыраш çăнăх патне? — Çарăнтăм, пыртăм эпĕ, çĕр хĕрĕх пус та вонă пус кĕлеччĕ (= просят). Пшкрт. Вăл сомак килет çарăнса. В. Олг. Лайăх çарнат çын тарашĕнче, çамçа сăмахпала (приветливый, у КС — çынна вашават).

çара

(с'ара), голый. Г. А. Отрыв. Çара ура кĕллипе çӳреме йăлăхтарчĕ мана. Чураль-к. Уйра çара çатма ларĕ. (Йĕтем). Орау. Таçта тупнă (илнĕ) кăсем ку çара сыснасене. СТИК. Эй, çара çăвар, сан суеççӳ хыççăн кайса шыва кайса та вилĕн. Болтун, верь-ка тебе! Ib. Çара çăвар, сан çăмăлкăна кам пĕлмес. || Исключительно, один только, сплошь, в чистом виде; сплошной, чистый. Сĕт-к. Çара чăваш вĕренет. Учатся одни чуваши. Ск. И пред. чув. 59. Салтак картусĕ çара лапра çеç. Баран. 131. Çара хăй кăна тăм пит сайра пулать. Т. II. Загадки. Пĕчĕк пичче çара йĕп витĕннĕ. (Чĕрĕп). N. Вăл ялта çара чăваш пурăнать. N. † Çара порçăнран пиççи турăм, ĕмĕрлĕхе çыхма мар, наччаслăха çыхма. Собр. † Акка, санăн тухью çара кĕмĕл, мĕн тăрассине пĕлетре. КАЯ. Сăхманĕ çара юнлă сĕлеке (весь в кровавой слюне). N. Унăн ăшчикки çара çу. О сохр. здор. Хура-халăх çавăнпа çара çăкăр çинĕ чух вăрахăн çисе-çисе ларать. N. Поçĕ çара йон (чĕп-чĕрĕ йон, поçĕ йонлă). N. Çара сĕт, одно молоко, без примеси воды. Кратк. расск. Пĕтĕм ӳтне-тирне, çанне-çурăмне çара суран анчах туса пăрахнă. N. Лаши тавра çара ярапа çеç. Лаши тавра йĕс тавраш та ярапа çеç. Толст. Эпĕ халĕ ырхан, манăн çара шăмă анчах. Ой-к. Иван лаши çинчен сикрĕ-анчĕ те, курăка утмăл пăт туртакан хĕçпе касмала шăлчĕ те, çара (= пĕтĕмпе) хуп-хура юн пулса юхса карĕ, тĕт. Якейк. Пичĕ-куçĕ çара тосан. Шурăм-п. Хăй çара юн çех, тет. N. Çурăхсем çара тăм кăна киле тавăрăнатьчĕç. N. Çавăнпа çаран çара лачака кăна. Ст. Чек. Ку вăрманта çара юман кăна (состоит сплошь из одного дуба). Орау. Çара чей (без хлеба) хырăма выçтарать. Ск. и пред. чув. 18. Каçхи хĕвел ылттăн пек, йывăç витĕр курăнать; çара вĕçен-кайăк пек, унăн çутти вăйă вылять. Ярмушка-к. Пăхăртан тунă (çара пăхăрах). (Кумган) сделан из чистой меди. N. Çара кĕркунне варринче (в позднюю осень), йĕпе-сапа витĕр, Гай ятлă ял патнелле пĕр ватă çын çывăхарса пынă. || Поляна, луг на возвышенном месте. Пшкрт: тӧβӓрӓ с'ара. Ib. Мăн анаçи мăн çорлине контак çакса хуаратпăр, мăн çарари мăн çавине контак çакса хуаратпăр.

çарат

(с'арат), оголить; красть, воровать, грабить, обчистить. Сунт. Укçа çаратаймарăмăр пулсан, мĕн-те-пулсан урăх тăвас пулать. ТХКА 71. Пире лаши-мĕнĕпех çаратса каймалла вĕсем. Кан. Вăрмана çаратас ĕçе чармалла. Юрк. Пĕр вăрă ăна çаратса тухма шухăшланă вăрттăн, еррипе кăна унăн чӳречине уçса унăн хăваттерне кĕрет те, тытăнат кунăн хывса пăрахнă тумтиррисенĕн кăсйисенче, укçа-мĕн çук-ши тесе, шырама. Ib. † Эпĕ ялтан та яла çӳрерĕм, вуникĕ те чиркӳ çаратрăм. Баран. Хулисене, ялĕсене турта-турта илнĕ япалисене çаратса пĕтернĕ. N. Хăш çĕрте çынна çаратса, туласа пуйма пикеннĕ. Ст. Чек. Ăна ĕнтĕ чыстă çаратнă (он промотался, пропился). N. Кала: хуçана эсĕ епле вĕлертĕн? мĕн чухлĕ укçа çаратрăн? БАБ. Çимĕç таврашсем çаратма пирĕн яла пыраççĕ, тет. Ала 59°. Вĕсем кĕлет çаратма шухăшланă иккен. N. Кунăн кĕссинчен виççĕр тенкĕ çаратса илнĕ (вытащили у мертвого). N. Пĕтĕм çанталăка талкăшпех çаратса хăвараканскер. || Срывать. Шел. II. 62. Укçисене пĕтĕмпех çаратса пĕтернĕ.

çарăк

(с’ары̆к), репа. Разум. Пите тасат, питӳ çине çарăк акмалла. (Так говорят грязному). Юрк. Мăкши: мана патша тусан, эпĕ хамăрăн пĕтĕм çĕре çарăк акса ӳстерме тăрăшăттăм, тет.

çарлама

трескучий мороз. Описка вм. çатлама? Альш. Пĕрре эпĕ хĕлле çарламара çу вăрлама тухрăм. См. шăртлама.

çатăрла

(-ды̆р-), крепко схватить, схватиться. Ск. и пред. чув. 58. Такам çухинчен çатăрласа тытрĕ. Ялав. Эпĕ: атя еппин, çыраналла тарар, тетĕп. Пирĕн унта çыран пур. Эпĕ пиччене çатăрласа тытнă. Ст. Чек. Таракан çынна çатăрласа тытаççĕ (хватают обеими пятернями).

çатăртаттар

понуд. ф. от çатăртат. Шорк. Орама тохсан, çатăрмакпа (трещоткой) çатăртаттарса каяççĕ (во время обряда „вирĕм“). N. Çатăртаттар (мелкая дробь при испускании ветров). || Жарить. Альш. Эсĕ, тет, пĕр пĕрчĕ çилкене те, тата пĕр пĕрчĕ хӳрене çатма çине хур та, тек çатăртаттар. Ау 88°. Эпĕ кирлĕ пулсан, çак хуре пĕрчипе çилхе пĕрчине çатма çине хурса çатăртаттар. || Скрести, царапать. Сред. Юм. Кошак чĕрнипе йывăçа тăрмалана чохне çатăртаттарать. || Щипать, драть, есть. Череп. Хăлхана çатăртаттаран. N. Амалĕ аллине çатăртаттара пуçланă та, вăл кăшкăра пуçланă. Лекарство стало есть ему руку, и он заорал. N. Ку амаль хытă çатăртаттарать. N. Çапла вĕсенĕн суранĕсене уксуспа тăвар сĕрсе çатăртаттарсан та, вĕсем хирĕç пĕр сăмах та каламан. || Драть (уши). Якейк. Холхуна çатăртаттарса ярсан, лайăх çынна охмах теме вĕренĕн! Вот нарву тебе уши, тогда станешь браниться дураком! Яргуньк. Çӳçрен çатăртаттарса ячĕ. Отодрал за волосы (так, что часть их вылезла). || Ухватиться сильно. N. Пĕр-пĕринчен çатăртаттарса тытнă та, сиккеленмеççĕ. Тет. Эпĕ лаша çилхинчен çатăртаттарса тытрăм. N. Çатăртаттарса тытнă та, нимпе те ямасть. || Есть жадно. N. Мĕн чул çатăртаттарнă, ун чул лайăх. Чем больше есть, тем полезнее для здоровья. || Двигаться быстро с шумом, с треском. Çутт. 154. Пушар вăрман тăррипе анчах çатăртаттарса каять. Панклеи. Арçури çавăнтанах, шĕшкĕсене сире-сире, çатăртаттарса иртсе карĕ, тет. N. Эпир вăрманта пĕр тарăн-вара, тата çитменнине чăтлăха, çатăртаттарса кĕрсе кайрăмăр. Тораево. Эсĕ мĕн çатăртаттарнă çемĕн шалала сик, тесе калать, тет. (Тилĕ улăм урине вут тĕртсе янă, кашкăр улăм ăшĕнче сурăхсем килессе кĕтсе выртнă. Тилĕ вара çав кашкăрне вĕрентсе калать). Толст. Çатăртаттарса пырсан, лашисем хăйсен ялне пырса кĕчĕç, тет. Орау. Хулана çатăртаттарса кайса килем-ха (быстро, с треском). || Быстро и ловко говорить („шпарить“). Моркар.

çемĕн

по мере того, как... Сĕт-к. Пирĕн ĕнейăн сĕчĕ сахалланнă çемĕн сахалланса пычĕ (удой все убавлялся и убавлялся). Кожар. Ачисем пурăннă çĕмĕн уйăрăлнă. Ст. Янсит. Ӳснĕ çемĕн эпĕ аттесене ĕçсем тума пулăшаттăм. Ст. Яха-к. Акă ĕнтĕ, раштав иртсессĕн, çавăрни çывхарнă çемĕн çывхарса çитет. Ib. Çапла Маçилке каласан, йĕп тăрăнчи çăкăр хытти мĕн чухлĕ сулланнă çемĕн сулланма пуçларĕ. Ала 16. Çапла вăсем кайсассăн-кайсассăн, пынă çемĕн хăйсен ялĕ курăна пуçланă, тет. Якейк. Хĕвел хăпарнă çемĕн хăпарать. N. Хĕвел çывхарнă çемĕн пирĕн çанталăк ăшăтсах пырать. Шел. 28. Кĕнĕ çемĕн кĕрет вăл çулпа вăрман ăшнелле. N. Ытла çемĕн ытла пултăр. Пусть все прибывает и прибывает (добро, имущество). В. С. Разум. КЧП. Юрланă çемĕн сасси уçăлса пырать. N. Кирлĕ çемĕн (по мере необходнмости), пурне те валеçсе панă. N. Кăçкăрнă çемĕнех вăл авăралла чупса кайрĕ. || По... N. Çунакан япаланăн хăвачĕ çемĕн вучĕ-хĕрĕвĕ çапать. Чураль-к. Атăл кукри аллă кукăр, кукри çемĕн вĕт хăва. Хора-к. Йывăçи çемĕн çырли. Собр. Чӳкĕ çемĕн тĕсĕ, теççĕ. (Послов.). См. -çем, çемин.

çеммĕн

то же, что çемĕн. N. Акă пĕр хăй çути курăна пуçларĕ, эпĕ ун çеммĕн чупа пуçларăм (т. е. я побежал на свет). N. Ват кашкăр чупа пуçларĕ, эпĕ ун çеммĕн кăшкăра пуçларăм. (Вместо алă çеммĕн говорят еще: алла кура, алă майĕн). N. † Пире атте-анне пит юратать, юратнă çеммĕнех ăсатать вăл (отдают замуж).

çеççĕн

частица, соотв. русск. только. См. çеççĕ. Чăвашсем 11. Пирĕн ялта юмăç нумайран нумайланат, эпĕ халь çеççĕн хисеплесе кăлартăм: мĕн пурĕ хĕрĕх иккĕн (42) тухрĕ.

çывăр

(с’ывы̆р), спать. Орау. Çĕрĕк час çывăрса карăн-и (скоро-ли уснул)? Час çывăртăн-и, скоро-ли лег и уснул вообще. Ib. Каç çăвăнса выртсан, эп лайăх çывраканччĕ (обыкновенно спал хорошо). Ib. Микулай çывăрма пĕлмеçт (очень работящ). Орау. Çывăрнă-çывăрман паян кунĕпе пуç ыратса çӳрет. Ib. Çывăрса пăх-ха унта, хăна йĕке-хӳресем çиса ярĕç. Попробуй-ка там поспать, там крысы съедят. Ib. Эп çывăрса кайман. Эп çывăрман-ха. Я еще не уснул. Ib. Эп çывăрмасп-ха. Я еще не сплю; я пока еще не буду спать. Ib. Çывăрасси те пулас çук та, çапах та, выртса пăхам-ха, çывăрса каяйăп-и. Ib. Ма çыврас мар? Укçашăн пурнап пулсан, çывăрматтăм. N. Нуммай çывăрман çын нуммай пурнать, тет (ватăлачченех пурăнать, тет, до преклонных лет). Кожар. Çывăртăр-и мĕн? Букв. 1908. Вара вăл выртнă та çывăрнă. Ib. Вăл хăва айне выртнă та çывăрах кайнă. N. † Хĕрне парса ятăн ĕнтĕ, канлĕ ыйăхна çывра пар. N. Эпĕ акă пĕр уйăха яхăн çывăраймастăп (страдаю бессонницей). N. Халь выртсан та çывăраймастăн (не уснешь; безлично). N. Ку нумай çывăрнипе ĕнине кĕтĕве яраймасăрах юлнă. N. Çывăрнă пулмалла, çыврать пулмалла. N. Çывăрса пыраççĕ. Едут и спят. ТХКА 52. Майпе кĕрĕр. Çывăраççĕ пирĕн, вăратас мар çемьене, атьăр. N. Хăш ыйăха çывраççĕ. Пир. Ял. Çывăрма пĕлмесĕрех тырăпа сутă тунă. В. С. Разум. КЧП. Эпĕ çывăрса ларан тăманана пăшалпа персе ӳкертĕм. Янш.-Норв. Хусантан çывăрса иртсе каяс марччĕ. Не проспать бы Казань (не проехать бы Казань). Ib. Çывăрса, Хусантан иртсе карăм. Ib. Хусантан çывăрса иртсе карăм. Ib. Çывăрса апатран юлас марччĕ. ТХКА 53. Çакăнта, урайне аçамсем сарса парам, çӳресе ĕшентĕр пуль, выртса çывăрăр. Тогаево. Лопасра пĕр çын та çывăрман, порте йомах итлесе, колса, ахăлтатса лараççĕ. Орау. Выртса çыврар-им? Ляжем что-ли? N. Тĕттĕм пулсан пурте выртса çывăрчĕç. N. Эсĕ çывăрмах выртнă-и? Ты лег уж совсем спать? N. Ыррăн çывăрса кормала мар. N. Эсĕ çывăрмалла выртнă-и? Ты уже совсем лег (спать)? || Ночевать. Шурăм п. Кĕнервăрри çыннисем çӳрекен çынсене çывăрма ярса, лашапа тавар турттаракансене кĕртсе чылай укçа тупкаланă. Ивановка. Акă çавăншĕн сана ӳлĕмрен никçан та çывăрмалла ямăпăр, тенĕ. N. Çывăрса кай. Останься ночевать. || Соncubare, coire, rebus venereis operari. || Онеметь (о членах). N. Ора çывăрчĕ. Нога онемела (пересидел или перележал ногу). Кан. ЬIраш амăшĕпе антрасан, тата час-часах ал-урасем çывăрса пĕлми пулаççĕ. || Сваливаться (о шерсти). Сред. Юм. Çăма лайăх миххе чышса хôрсан, кайран миххи çинче выртсан, çăм çыпăçса каять. Çавна: çывăрнă, теççĕ. || Запекаться (о крови). Орау. Сăмсаран юхса тухнă юн çывăрса ларнă. || В перен. смысле. N. Юрамасан юнăм çыврать-ĕçке. С. Айб. † Кĕçĕнтен хуйхăлă эп ӳсрĕм те, юн çывăрчĕ çамрăктан (= çамракран), ай, чĕрене (об отсутствии веселого настроения). См. çăвăр, çур.

çывăрт

понуд. ф. от гл. çывăр. Альш. Вара эпĕ кăмака çине улăхса çывăртса çывăртăм (так!). См. сав.

çывăх

(с’ывы̆х), близко. ТММ. Хума инçе пулсассăн, илме çывăх, теççĕ. (Послов.). Альш. † Инçеех те çула çывăх турăмăр, хамăр тăвансене курасшăн. Юрк. Туй ĕçки пĕтсен, хамăра çывăхарах тăвансене пурне те пуççапса тухрăмăр. В. С. Разум. КЧП. Эсĕ ăна катаранах хăратма ан васка, çывăхарах пырсан хăрат. Ау 8°. Тепри каларĕ, тет: шывран кайсан çывăхтарах, шывран кайăр, тесе каларĕ, тет. N. Вутă çывăхарахран кăларма тăрăшăр. Постарайтесь, чтобы выдали вам дрова из бдижайшего деса. || Близость. N. Ку çывăха ан кил, сырнă урусене салтса пăрах. N. Килте ним тирпейĕ те çук, нивушлĕ (неужели) çавăнта çитсе ямаççĕ. Йăлăнарах пар-ха; çывăха çитсен, вăйнаран (= вăрçăран) та кисе карĕç. || В качестве послелога. Орау. Эпĕ уравăш çывăхне куçрăм. Виçĕ пус. 24. Атăл çывăхĕнчипе Атăл леш енчи вырăнсенче. К.-Кушки. Атăл çывăхнелле çите пуçласан, ман чунăм лаш кайрĕ. Ib. Атăл çывăхнелле пурăнакансем пулă тыткаласа пурăнаççĕ (между прочим, занимаются рыболовством). Бгтр. Çывăрас умĕн эпĕ лашасене вут çывăхнерех хуса килтĕм те, çывăрма выртрăм.

çывăхалла

çывхалла, близко к... Ала. Çывхалла çите пуçласан (когда они стали приближаться), эпĕ хурама хăвăлне анса çакăнса тăтăм.

Çыка

имя мужч. ЧП. Çыка лаши тутара. Ib. Çыка мана илминччĕ, эпĕ те ăна каймăттăм. N. † Çыка лаши картара.

çылăх

(с’ылы̆х), грех, погрешность. Орау. Апла ан калаç, çылăх пулать. СПВВ. Х. Çылăх, çывлăх. N. † Хура-хура хура-тул, çурри тухат хывăха (в мякину); çичĕ ют килне каякан, çурри тухат çылăхран (освобождается наполовину от грехов). Каша. † Мĕшĕн выляс мар, кулас мар? Çамрăк чух выляни çылăх çук. Собр. Вăрманта кирек мĕн тусан та, çылăх çук, теççĕ. (Послов.). N. Темиçе çул çынтан йăлăнса выртса, çылăхĕ те каçрĕ пулĕ. (Гов. об умершем). Ib. Çылăх çырмара, хурăнташ хурăн тăринче, намăс лапрара, теççĕ. (Послов.). || Грешно. N. Урайне икĕ пурне хулнăш пылчăк тулнă тесен те, пĕртте çылăх мар. В. Буян. † Эсĕ те пике хĕрĕ мар, эпĕ те улпут ывăлĕ мар, чуп-тусан та çылах мар.

çын

(с’ын, с’ин), человек. См. этем. Вишн. 61. Çын чирлесессĕн, унăн варĕ, тата пыршисем çинĕ апата сывă çыннин пекех çĕртме (переваривать) пултараймаççĕ. N. Çын ăшне кĕрсе тохмалла мар. (Послов.). Н. Карм. † Ай-хай турă çыннисем, хырса çуса каймаççĕ хурисем! Хырса çуса кайсассăн, ман пуçсем ырă курмĕ-ши? Ала 54. Эпĕ çынсем çине тилмĕрсе пăхрăм та, вĕсем мĕнле çынне палларăм (понял, что это за люди). Орау. Унăн иккĕмĕш арăмĕ пит аван çын пулнă, тит. Ib. Çынни аван, умпа çăккăр çима пулать (гов. о женихе, невесте и пр.). N. Çынсенĕн пурин те вилмелле, эсĕ — çын, çавăнпа санăн та вилмелле. Все люди смертны; ты — человек, следовательно, ты смертен. Сред. Юм. Улмерен ôн пик çынпа çыпăçма тор ан хоштăр. Не дай бог вперед с таким человеком связаться. Сред. Юм. Пирĕн пик çынсĕм вилсе пĕтсен, пиртен вара вăниккĕн пĕр така пусакан пĕчик çынсĕм порнмалла, тет. Шорк. Çын латти те çук. Не похож на человека. Альш. † Ах, милиньккăй, Хусанăн кантурĕ, эсир иккен çыннăн матурĕ (вы молодцы из молодцов. Застольн. песня). Ib. † Чун савнине илмесен, ӳсес те мар çын пулса. Регули 1270. Çынсерен (çынтан) пĕрер сом паратпăр. Мы платим по рублю с человека. N. Çын ĕмĕлки те полмĕ. Сред. Юм. Çын сăнĕ тесе пит нăмайччен чирлесе выртса орăх сăнлă полсан, пит хăраса сăнран кайсан, калаççĕ. Якейк. Çын сăнне пĕтернĕ. Дошел до крайней нравственной испорченности. N. Эпир кунта çын сăнĕнчен тухрăмăр. Мы здесь потеряли человеческий образ. (Из письма чувашина, ушедшего на заработки в прежнее время). Ал. цв. 28. Халĕ тата, эпĕ çын сăнлă чухне, юратсам мана. N. Унтан вара аллине çуни (умывший руки) пĕр çынсăр пушă пӳрте кĕрет (входит в пустую избу, где нет никого). N. Эп çынсен умĕнче нихçан та тутарла калаçман. Я никогда не говорил публично по-татарски. (Çын умĕнче — значило бы „при людях“). N. Лайăх пĕлнĕ çынсем — 1) хорошо знакомые люди, 2) близко знакомые люди. Кан. Çынна пăхсан, пĕрне тин юрăхлине тупрĕç. N. Арăмĕ хирĕç тухнă та: ĕçлекен çыннусем ăçта? тенĕ. N. Шурса кăвакарса каяççĕ, вĕсен çын тĕсĕ те юлмасть (так что на них и лица нет). ЧП. Çынна çисе çын пĕтмест. Альш. Пукравччен Пукрав валли хулана кайса тырă сутасчĕ: укçа кирлĕ, теççĕ çынсем. Етрух. Тата сирĕн килшчикки (= кил ăшчикки) таса мар, сире çын пăснă (вас испортили), сирĕн уна тасаттарас пулат, тет. (Чăваш чирĕ). N. Çыннăнни пек, çыннăннĕ пек, похожий на принадлежащий человеку (или другому человеку). || Люди, общество. Ала 27. Кунта пĕр маях çын килет. Сюда все время люди приходят. Ау 10. Эпĕ лере ялан çын хушшинче пурăнтăм (все жила на людях, т. е. в обществе других). N. Çын çинче çын пек пулмасассăн: кам ывăл-хĕрĕ? тесе ыйтаççĕ. Н. Якушк. † Ах аттеçĕм, аннеçĕм, эсир ăçта — килĕрте, ачăр ăçта — çын çинче. Кубня. † Ялта савнă тантăш пулмасан, тухассăм килмест çын çине (не хочется бывать на людях). N. Çын çине тух, водиться, общаться с людьми. || Прочие люди. Собр. † Шухăшламан чух çын пекех (как все), шухăшла пуçласан, пуçсем çавăрнаççĕ. N. Вĕсем те, çынран юлас мар тесе (чтобы не отстать от прочих), тăрăшĕç; çул иртсе çӳрен куçне те çын ĕретлĕ курăнĕç. Емельк. Çынна çитмен çын. || Нередко передается по-русски словами другой, чужой, в смысле другой человек, чужой человек. N. Çынна усал ан сун, хăна йывăр пулĕ. Якейк. Çын çине шанать. Надеется на чужой карман. Çĕнтерчĕ 44. Вăл пур çинче çын айне кĕмĕп-ха, çын хури (= хурри) пулмăпăр. Пока он жив, меня никто не обидит. N. Тапак çынран анчах туртса пурнатăп. Я курю только чужой табак. В. С. Разум. КЧП. Эсĕ çавă сăмаха каламасан, ман çын мар вара (если ты не скажешь этого слова, ты для меня чужой). Г. А. Отрыв. Çын çинчи (вар. Çынти) — йывăç çинчи (т. е. до чужого горя никому нет дела. Послов.). N. Çын çинчи — йывăç çинчи: çыншăн çын кам васкакан пур? Сред. Юм. Çынтан илтнипе йăмахлать. Говорит только по слухам. Ib. Эсĕ шывва (= шыва) кĕме кайсан, эп те пырап, çынтан йолмастăп эп апла. Ib. Тар-чир çынтан çынна сикет. Тиф переходит от одного человека к другому. Ib. Килте ăсĕм те пирн пикех пôрнаççĕ те, çын çине тохсан, ăсĕм çын аллнпе кăвар туртаççĕ (чужими руками жар загребают), ôлпôт-хуçа пик çиç çӳреççĕ. Учите детей. Ачана хăнана та пит илсе çӳрес пулмасть, апла вăл çын тăрăх сĕтĕрнсе çӳреме вĕренет (привыкнет шататься на людях). Чăв.-к. Эпир çын хăюлă пулас çук, савнă сарă хĕре илес çук. N. Çак приккашчăк, ирĕклĕхе кĕрсе ӳкнипе, çынсен вăйĕ тăрăх анчах пурăна пуçланă. Собр. Çынăн (çыннĕ) картара теççĕ. (Послов.). Арçури. Çитмен пурнăç пирки-çке, çын куçĕнчен пăхатпăр. Ведь мы бываем в зависимости от других вследствие недостатков и нужды. Якейк. Çын корнă-корман карта тытса лартрĕ. Никто не заметил, хак поставил загородь. Ib. Çын сисиччен кил çавăрса лартрĕ. Никто не заметил, как он построился. Ib. Йăван çын сисиччен аланса пăрахрĕ (кăларса, вăрласа илни çинчен). Йăван аланнине (= авланнине) çын та сисмер. М. Тув. † Манăн савни ял урлă, калаçасси çын урлă (с ним или с нею приходится сноситься через других лиц). Сред. Юм. Çынна çисе çӳрет. Распространяет дурную славу о других. || Порядочный человек. Пазух. Эпир çынсем ăшне те халь кĕриччен, алăри ачасем те, ай, ар пулĕç. Ib. Кăвак кăвакарчăн, ай, çурчĕ çук, çын пек пулас тесен те, халь телей çук. N. Тавтапуç (сана?) çыру ярса тăнăшăн. Эсĕ çыру янипе эпĕ те çын пек пултăм. Нюш-к. Матки çын турĕ уна, теççĕ. Его сделала человеком (т. е. исправила) жена. Орау. Кăна тăхăнсан, çын манерлех пултăн, ĕнтĕ. Ала 70. † Аттепеле-анне канашлаççĕ, пире çын ĕретне кӳртесшĕн. Лашм. † Хуллен еррипе пурăнса, кĕрсе пулĕ-ши çын çине? С. Тим. Атте-анне пирĕншĕн мĕшĕн йĕрет?! — Çын тĕрлĕ çын çине кӳртесшĕн (хотят оставить нас после себя порядочными людьми). Бур. † Çынсем çинче çын пек пулам тесен, пирĕн турă панă телей çук. N. Хăвăн анкартинче тăватă капан тырру йăтăнса ларат, çапах та çын ĕретне кĕрсе пурăнаймастăн, тесе ларатăп хам ăшăмра. Изамб. Т. Çын евĕрлĕ пул. Веди себя хорошенько, как другие люди, по-людски. Сред. Юм. Çын пик лар! (Ачисĕне: чипер ларăр, тессине калаççĕ). N. Тĕрмене пăхса тăракансем çын евĕрлĕ пулчĕç; япаласем илсе пырсан, кӳртмеççĕ те: хушман! тесе çех кăçкăраççĕ. Собр. † Ай-хай, пуçăм, çамрăк чунăм, ыр çынсем тавра çаврăнать: ыр çын çине кĕрсе пулми? тет. N. Ман ача куккăшсем патне кайнă та, ăна, çын вырăнне хурса, лайăх пăхман, çавăнпа вара ман ачанăн кăмăл хуçăлнă (обиделся). В. С. Разум. КЧП. Хăй ырă çын пек утса çӳрет, хăйĕн ăшĕнче нимĕн те çук. Ходит как будто хороший человек, а у самого внутри пусто. Тим. Çын йĕркелĕ пурнас — жить по-людски. || Взрослый человек. СТИК. Çын кут çӳлĕш ӳсмен, пысăккисене хирĕç кăшкăрат, чĕлĕм туртат. (От горшка два вершка, а большим перечит, курит; говорят малĕньким детям). || Муж. N. Санăн çынну паян ирхине ста карĕ? Куда пошел твой муж сегодня утром? || Иногда обозначает мужчину. || Супруг или супруга. Собр. Ăна вара хăйĕн çынни тăват, тет (овладевает им). См. çĕлен. Ст. Чек. Çынпа çӳрет, знается с чужим мужем или женою. || Супружеская чета. N. Ĕлĕк пĕр вăхăтра пĕр ялта арлă-арăмлă çын пурăннă, вĕсем мĕскĕн çынсем пулнă. || Личность. Янгильд. Çул каякан çын карĕ ăнчах, Микита патне аслати çитрĕ те, калать: ма тăратрăн эсĕ вăл çынна? Вăл этем мар, вăл осал, вăл мантан вăтăр çол мăшкăласа çӳрерĕ. || О членах семьи. N. Исир çырнă: матку посылкă ячĕ, ашшĕ ячĕпе янă пулсан та ил эсĕ уна, тесе çырнă... Мĕле исир пĕлместĕр кам ячĕпе ярасса пĕр килти çын. || Хозяин. К.-Кушки. Айăп лашинче, çыннинче мар. Этому виною лошадь, а не ее хозяин... N. Çавăнпа чăвашсен те çынсеренех (в каждом доме), шкулра вĕренсе тухнă çынсем пулма кирлĕ. || Заказчик; посетитель. ТММ. Тимĕрçĕ çынсăр тăмĕ, арман çынсăр тăмĕ, юмăç çынсăр тăмĕ. (Поговорка). || Народ. Изамб. Т. Унта çын! унта çын! таçтĕлти те пур-тăр. Народу-то там! Со всех, поди, сторон. Юрк. Çăкăрсене, кулаçсене, хăпартусене, хуплусене, куклĕсене, пашалусене чăвашсем ытти çынсем пекех пĕçереççĕ. Толст. Вăл халăх çыннисем (эта народность) хăйсен чĕлхипе анчах калаçаççĕ. || Изображение человека, чучело человека. N. Юртан çынсем тăваççĕ. Сред. Юм. Ĕлĕк çын чирленĕ чухне киреметсĕне (киреметям) чустаран çын туса панă, тет. = Отпечаток человека. Сред. Юм. Çын ӳкерни. Хĕлле ачасĕм (таса йор çине лап выртса хăйсĕне йор çине ӳкереççĕ т. е. получаетс я отпечаток фигуры). || Житель. Хорачка. Перĕн Чикме çыньă первой тохса соха патне, Йӳрйӳрĕн эрне каран (спустя неделю после Юрьева дня). N. Кăшт калаçкаласан эпĕ ыйтрăм: вырăсла калаçма пит ăста-çке, ăçти çын пулатăн капла эсĕ? терĕм.— Чĕмпĕр кĕпĕрни, Пăва уясĕ, ялĕ Пăрăнтăк, терĕ. || Населенная территория. N. Кăрмăш çыньпе (с’ин’бэ) Етĕрне хошшинче. Между Курмышским и Ядринским уездами. || Употребл. в чувашизмах. Орау. Çынну (к нему) патне пырса перĕнеймăн: тумланнă, такăш тийăн. К нему и не подступишься: разодет, подумать, что невесть какое важное лицо. Шибач. Пĕр-ик эрнерен çын полать вара (чĕрĕлет). КС. Унта пурăнсан, çын пулат вăл (оправится). Ib. Эп ăна çын турăм (поставид на ноги). Чăв. й. пур. 35. Ăна кӳмесен çын пулаймĕ, кайран мана асăнăн, тенĕ. Альш. † Çын ăшне кĕрсе çитсессĕн (когда приду в возраст), мана атте уйăрать. (Хĕр йĕрри). N. Пур тăванĕсем те ăна чиртен чĕрĕлсе çын пуласса сунман. Изамб. Т. Мана, ик ачаллĕ çынна, кам илет. Кто возьмет меня (замуж), у меня, ведь, двое детей. Юрк. Арăмĕ, халиччен чей ĕçмен çын, тытăннă савăнса сăмаварне лартма. Янтик. Туйăм, туйăм, туй халăх, киле пырсан, çын пекех. N. Çын айне ан юлăр. Не давайте себя в обиду. ТХКА 82. Кĕçĕн ывăл пур ман, Ваньă ятлăскĕр, шкула каять вăл. Аслисем çын пулаççĕ ĕнтĕ.

çынăскер

какое-то подобие человека. N. Эпĕ тивĕçсĕрскер, паянхи кун çынăскер, çын пек çеç те мар, выльăхран та ытла юрăхсăрскер.

çын çурри

возраст З5-45 лет, человек средних лет. ЧП. Пĕчĕкçĕ чухне ырра çырманнине çын çуррине çитсен çыртăр турă ырра. Собр. † Çуралнă чух çырман ырра çын çуррине çитсен çыр, турă. Альш. † Эпĕ килтĕм, ырă çынсем, сирĕн патра, çын çуррине ӳссе çитнĕ чух. N. † Ай-хай, пуççăм, çамрăк пуç, çын çуррине çитсен хур пулчĕ?

çыпăçуллă

красноречивый, умный, основательный, приятный (о речи). N. Пит çыпăçуллă калаçакансем те санпа калаçнă чух чĕлхесĕр пулă пек кăна пулса тăраççĕ. Букв. 1904. Хуçи хĕрĕ çамрăк хĕр, хăнисене хĕр чĕлхипе, çыпăçулла, çу пек çемçен калаçса, йӳçĕ пыл ĕçтерет. || Основательно (о работе). Букв. 1904. Ĕçе пуринчен те çыпăçуллăрах тăваканни кам? — Эпĕ. См. çыпçуллă.

çыпçăн

(с’ипс’ы̆н), приставать, прилепляться, прилегать. N. Утĕм-тирĕм шăммăм çумне çыпçăнса ларчĕ. Альш. Вăл пирĕн малти çаранлăхпа Хирти-Кушкăсен çыпçăнса каяççĕ лерелле Мертлĕ енелле, вăрманпа (Малăй картпа), Ес-кӳл хутлăхĕпе. Ib. Виçĕ ял пĕрле çыпçăнса ларат унта (вместе расположены, спдошь, под-одно). N. Страшникки, ăнран кайса, урапа çумне çыпçăнса тăрать. ГТТ. Ăçта та пулин пасар таврашне çыпçăнас пулать (пристроиться на квартиру поближе к базару). N. Хăш йытă пит çыпçăнать. Бгтр. Шăнасам хытă çыпçăнсан, çăмăр пулать, теççĕ. Могонин. Эпĕ турăран уйăрлатăп, киремет çумне çыпçăнатăп. Истор. Халăх та: патша авлансан тен ĕçе çыпçăнĕччĕ, тесе, авланасса кĕтсе тăнă. N. Мĕле те пулсан тăрăшăр çынсем çумне çыпçăнма. N. Чăрпуççисем çыпçăнса çӳреççĕ. || Прижаться. Изамб. Т. Эпир те хăранипе пĕр-пĕрин çумне çыпçăнатпăр. || Придираться. N. Анчах çак ĕçлĕ çын ыйта-ыйта çыпçăнмаллах çыпçăна пуçланă. N. Çак путеке ун çиесси килнĕ те, вăл ун патнелле çыпçăна пуçланă. || Соire. О сохр. здор. Тата хĕрарăмпа та çыпçăнас пулмасть.

çыру

(с’ыру, с’иру), scriptio, scriptura, письмо, писание. Шел. П. 63. Тутар çырăвĕ пек çыруллă, пысăк чулсем выртаççĕ (лежат плашмя). С. Айб. Çук, эпĕ çыру вулама пĕлместĕп. Сенчук. Хамăр ялсен, ай, ачисем çыру çыран тиек пек. Юрк. Эпĕ çыру таврашне вулама ӳркенместĕп, çыру кĕнеке мар. Ib. Армана пынă чăвашĕ çыру пĕлекен çын пулнă! N. Çыру ярах тăр. Почаще пиши (из письма). N. Час-час çыру яр. (Из письма). N. Çырап çыру юратса, шурă хута хуратса. N. Ман çырува илетни, çук-и? Çырса яр. Юрк. Мĕншĕн çыру ямасăр тăратăн? Ib. † Хамăр ялăн ачисем çыру çыран тиек пек. Орау. Йăванăн çырăвĕ килнĕ. Пришло пнисьмо от Ивана. N. Ванюкăн çырăвĕ çук (не шлет писем): вилнĕ пулĕ, теççĕ. N. Елекка çырăвĕ (от...) пур-и, çук-и?. N. Çакă çыруран сывă юлатăп. N. Çыру ăшне канверт чиксе яр. КС. Сана çыру килнĕ. На твое имя получено письмо. N. Василийрен çыру илеп, эпĕ те ярап. N. Çыру ямастăр вуç та. Совсем не пишете. N. Апрелĕн 27-мĕшĕнче çырнă çырăвăртан урăх çыру илмен. N. Çыру ячĕ те, хăйне курса калаçнă пекех пулчĕ. ТХКА 25. Кăвак хупăллă çыру. Кан. Çырăва ăста вăл. Он мастер писать. N. Çыру вĕççĕн калаçас вĕçне юлтăмăр. N. Çеркейĕн вилнĕ çыру килчĕ. Пришло письмо о смерти Сергея. || Ученье; грамота. ЧС. Эпĕ ĕнтĕ халĕ çапла, çырува кайман пулсан, киреметсенчен пĕчĕккĕ чунехи пекех хăраса пурнăттăмччĕ, тесе шухăшлатăп. N. Килес çул кай çырува. N. Мана, çыру пĕлмен çынна, тепле çырмалла. N. Çырăва каякан ачасене килĕшӳсĕр ан çӳретĕр. || Буквы, письмена. Юрк. Ку çырусем вырăсли пек мар. Н. Якушк. Шурă хут çине çырнă хура çыру (письмо, буквы). || Записка. N. Çырупа укçа пуçтарса çӳрет (о нищем и пр., на бедность). || Рукопись. N. Ку çырусене (рукописи) эпĕ пит нумай çынсенчен ыйтса çыртăм эсĕ хушнипе. || Чертеж. Баран. 147. Кун пек план çинче çурт вырăнĕ пĕчĕкçеççĕ тăваткал çыру пулса ӳкет. || Обыск (предбрачные документы при церковном браке). Цив. † Пупран çыру илместĕр, хĕрĕр тухса каяс пек (готовится). Собр. † Хапхăр умне шăлма атьăр (идемте), курăк шăтса тухас пек; çыру илсе хумастăр, хĕрĕр тухса килес пек. Богдашк. † Çыру туса памастăр, хĕрĕр тухса каясшăн. || Кон, предел, межа, черта. Изаиб. Т. Малтан çыру çыраççĕ. Унтан кам малтан пемеллине шăпа тытаççĕ (в игре). Ib. Кукăрта (чижик) çырăва кӳртсен. || Судьба. Собр. † Пăхăрсамăр турă патĕнчи çырăва, чун патĕнчи тăвана уйăрат.

çыруç

çыруçă (-з’ы̆), знаток письма, писарь, делопроизводитель, секретарь. Кильд. † Çӳлте шур хут вĕçкелет, паллаймарĕç çыруçсем. Бур. † Çутă иккен уйăхăн çăлтăрĕ, çыруçă иккен Иванăн пĕр хĕрĕ. АПП. † Эпĕ каятăп çыруçа, ваттисене вăрçтарса. Пазух. Çыруçăсем çыру, ай, çыраççĕ, çырусем çине выртса макăраççĕ; çыруçăсем мĕншĕн макăраççĕ? Малти ĕмĕр кĕске пулнăран. N. Ушкăнăн çыруçи. Эпир çур. çĕршыв 22. Канашра виçĕ çын лараççĕ: председатĕл, член, çыруçă (секретарь).

çырăва вĕрен

учиться грамоте. N. Пире çырăва вĕренме пар. Отдай нас учиться. Ib. Апла пулсан та (однако) школтан аван çырăва вĕренсе тухрĕç, тет. ЧС. Вунă çула çитсен, эпĕ çырăва вĕренме пуçларăм. Юрк. Вĕсем çтисем, камсем, çта çырăва вĕреннĕ, епле вырăнта пурăнаççĕ? Ib. Эпĕ Чĕмпĕрте çырăва вĕреннĕ вăхăтра пĕрре çапла аттепе киле таврăнатпăр. Иваново. Ачуна çырăва вĕренме яратна?

çыркала

(-га-), учащ. ф. от çырăнтар. ТХКА. 59. Асра-тĕсре çыркаланă та эпĕ, анатри чăвашсен сăмах майĕпе çыркаланă та. Орау. Хута пĕтĕмпе çыркаласа пĕтернĕ. Он исчеркал всю бумагу. N. Эпĕ сан патна тĕрлĕ вăхăтра пĕр-ик тапхăр та çырусем çыркаласа ярсаттăм. N. Çăвăпех çыркаласа асапланчĕ (училась писать).

çыртар

(-дар), понуд. ф. от гл. çыр. Кан. Качан Кришки выльăхсене хăвалас вырăнне пăшалпа персе сысна вĕлерчĕ Пăшалне ниçта та çыртарман. К.-Кушки. Эпĕ вĕсене çыру çыртартăм. 1) Я заставил им написать письмо; 2) я заставпл их написать письмо. N. Эпĕ çыртармасăр кайма хăймастăп. N. Каласа çыртар, диктовать. || Приписать, перевести на имя… Орау. Килне-çуртне арăмĕ çине (или: çумне) çыртарнă (перевел на имя жены).

çырă

(с’ыры̆), темноватый; каштановый (о волосах). Трень-к. Шорк. Çырă, каштановый цвет волос. Ерк. 10. Кăтра хĕриллĕ çырă çӳç, тăрăхла тĕксĕм хура куç. СПВВ. ВА. Çырă çын, русый. ЙФН. † Вăрман урлă каçрăмăр çирĕк çинчен куç каймарĕ; çакă яла çитрĕмĕр, çырă хĕр çинчен куç каймарĕ (не мог оторвать глаз). || Шатен(-ка). ЙФН. † Ай çыр аки, çыр аки! хамах çырă тесе, ăва (= ума) тухса ан тăр-ха. Санăн çырру çĕр çырли. Ст. Ганьк. † Вăти касра çичĕ хĕр, çиччĕшĕ те çырă хĕр. Ib. Çырă хĕре кам савĕ? Савсан, савĕ çырă ача. Г. А. Отрыв. † Çырă варли ӳстертĕм, çерккăл (зеркало) çине пăхтарса. Бгтр. † Пирĕн пахчара сакăр хĕр, сакăрăш те сап-сарах, эпĕ илесси çырăрах, çырăрах та хурарах. Орау. Çырă çын — ни хура, ни сарă çын. Хурамал. Çырă — почти темный, переход от „сарă“ к „хура“. Ib. † Эпир çырă, эсир сарă, тăвансем, çыртăр турă пĕрле пурăнма. || Пепельный, пепельного цвета. Уганд. || Ачач 50. Таса çырă куçĕсем. || Кличка собаки. Коснары.

çырла

(с’ырла), ягода. N. Эпĕ, пăхсан, илемлĕ, çисен, тутлă çырла пулăп. Юç. такăнт. 33. Эсĕ халь çырла пекех-ĕç. N. Çырли нумай та, çĕр сахал. Чăв. к. Çĕрти, çĕрти çырла шăрçа пек. С. Дув. † Хамăр савни çырланăн курăнать, те чун савса кăмăл кайнăран. N. Эпĕ вара киле тавăрăнса çырла чĕресси хатĕрле пуçларăм. Дик. леб. ЗЗ. Елиса çырларан тавăрăнакан пĕр карчăка тĕл пулать. N. Вĕсем, эпĕ çырла тупасран, мана кунта исе килнĕ. Çĕнтерчĕ 11. Асту, хура куç, çырла пит! Сĕт-к. † Çĕмĕрт мĕншĕн коллянать? Çырли хора полнăшăн. ЧП. Çырма тăрăх каяр çырлана. Сред. Юм. Çырла пик хĕр тесе пит таса, илемлĕ хĕре калаççĕ. Ib. Çорконне-кĕрконне, ăшă кôнсĕм пôлсан: паян çырла пиçет, теççĕ. КС. Çырла ачисем, дети, собирающие ягоды.

çырлах

(с’ырлах, с’ирлах), помиловать; быть принятой (о молитве, жертве). Хăр. Паль,. 29. У-ух, епле аслати кĕрлет! çырлахтăрах... Юрк. Çырлахтăр (турра панă выльăх силленни). Букв. 1886. Турă кăна çырлахтăр. Избави бог! Сиктер. Килĕшпе, ачам-пăчампа çырлах. N. Ват (= вот) пирĕн чăвашсем çăмăр чук тунă чух çапла чӳклеççĕ чĕкету, çырлах; тепе киремечĕ, çырлах; хĕрлĕ çыр, çырлах камалсăр, çырлах; хурхан-вар, çырлах; мĕн пур киреметсем, пӳхампарсем, хĕвел ашшĕсем, çĕр ашшĕсем пурте кĕлĕре пулăр, теççĕ. ЧП. Ах тур, çырлах, лашисем, пĕкĕрен çӳлĕ пуçĕсем. N. Çырлахах, турă! тетĕп: мĕн аслăш пулĕ апла тĕнче? N. Турах çырлахтăр. Могонин. Эх, çырлахах, тур. Русак. Çырлах, турă, ӳкрĕм — пуççапрăм, пĕр турра асантăм, витĕнтĕм. Ан пăрах, турă, çырлах, турă. (Моление). КАЯ. Çапла чӳклесе пĕтерсен, чӳкки-кĕлли чипер çырлахса кайтăр тесе, выртса çывăраççĕ. (Тайăн сара). Вырăсла пурăнакан çын (т. е. тайăн сăрана) ĕçсессĕн, е сăхсăхса ĕçсессĕн, чӳк çырлахмасть, теççĕ. ЧС. Йăваш, тӳлек çӳремесен, чӳк çырлахмас. N. Вăлă (источник) акă мĕлле чӳклесен çырлахĕ: пилĕк çăмарта, салат, пĕр çăкăр сăмси ил те, çав çăла кайса яр, вара вăл çырлахĕ. См. çăл. СЧЧ. Пичче каларĕ: эпĕ каятăп (опускать мимĕр в прорубь), анчах мимрине çулăрах тăвăр; çулăрах тусан, хытăрах çырлахĕ, терĕ. (Жертва воде при шыв титни). Ходар. Ку çырлахран (так!) пуçласа чăсарах (протяжнее) каламалла (молитау. Чӳклеме). Т. VI. 27. Çырлах, ырă хĕрт-сурт, çырлахсам ĕнтĕ, ырă хĕрт-сурт, çырлаха парсам ĕнтĕ, ырă хĕрт-сурт. И. С. Степ. Çырлах, прими. ППТ. Хăш çулне шалт тĕлĕнмелле, выльăхсем хускалмаççĕ те, тата силленессе те час силленеççĕ. Вара хăйсем те: ай-ай! кăçал час çырлахăрĕ, тесе, пит хавасланаççĕ. N. Итлемесен, чӳкĕсем çырлахмасран хăранă. КАЯ. Эпĕр каялла çавăрнса пăхрăммăр та, çырлахтарах, турă! темле йăтă, пуçне çулелле каçăртнă, куçĕсем вут пек ялтăртаттарса, сĕлекине юхтарса, пирĕн çие уткăнса килет. Сактер. Чӳклекен: çырлахрĕ, тесе, пусма тытăнать (быка). || Помириться, примириться. Бгтр. Лешсем: вил шапапа анчах çырлахатпăр, тесе калаçаççĕ, тет. || Пропасть, погибнуть. Перев. Рак хăй çакăнта çырлахассине хăех пĕлсе тăрать ĕнтĕ те (рак знает, что ворон его сьест), калать. СТИК. Куршĕсем пуртта илсе карĕç те, илсе килмерĕç, çавăнтах çырлахрĕ вара. || Помилование. СПВВ. Турăран çырлах пултăр, этемрен сиплĕх пултăр. || Моленье. СПВВ. ПВ. Çырлах тăвас турра.

çырма пуç

, çырма пуçĕ, начало оврага, верховье оврага. Альш. Çырма пуçĕнчен иртсе. Яжутк. Пичепеле инкене, пичепеле инкене, çичĕ çырма пуç çырман пул. Ой-к. † Ай, пичи Йăван пур, ай, акай Мархи пур, Йăванпала Мархия турă çырмасăр — кам çырĕ, çич çырма пуç çырас çук, эпир те тытсах çырас çук. Ачач 109. Эпĕ çырма пуçĕпе тухса пăхам-ха. || Назв. ряда деревень в Чувашии.

çырткала

учащ, ф. от гл. çырт. N. Лайăх çывăртăм, анчах пĕр вăхăтра темĕскер пăрçасем çырткаларĕç, тенĕ Яхути. ТХКА 42. Пирĕн тьыха та юпахне тăкрĕ, якалса кайрĕ, тӳрленчĕ. Шăварнă чухне хама çырткалакан пулчĕ. Эпĕ ăна утланкаласа пăхаттăм. N. Ирхине Якурка тăрать те калать: сирĕн хăнкла пур иккен, мана пăртак çырткаларĕç. Шурăм-п. Эпĕ, иртенпе çименскер, киле çăкăр çырткалама кайрăм. || В переносном смысле. Тим. Самар кĕпĕрнинче те улпутсене пăртак çырткаларĕç (кой-где пощипали. Из письма 1905 г.).

çыхă

(с’иhы̆), связка, пучок, пачка, букет. Изамб. Т. Пĕр çыхă пушăт илтĕм. Дик. леб. З6. Елиса çав тĕксене пуçтарса пĕр çыхха çыхнă. Баран. 75. Ib. Хĕрĕсем аллисенче çыххи-çыххипе чечек тытса тăраççĕ (держат букеты цветов). N. † Хора порçăн пиçиххи пилĕк тавра çавăрнать, воник çыххи — ал çыххи.. алăм тавра çавăрнать. || Узел, завязка. N. Вилнĕ çынна шăтăка антарсанах пĕри шăтăка кĕрсе, вилнĕ çын тупăкне уçса, ун ури çыххисене, пыр-çыххине, пиçиххине, йĕм-кантăрине салтса тухат. || Плетенка (лука). N. Сухана, ыхрана çыххăн (плетенкамн) кухняна çакса хучĕç. || Кандалы, оковы, цепь. N. Эсĕ ăна, халĕ тĕрмере çыхăра лараканскере, пырса пăхмăн-и вара? N. Пĕр кун çыхăра выртрĕ (сумасшедшая). Ала 96. Эпĕ ку таранччен мĕн курмарăм: çыхăра выртăрăм, аллăм-урам хытса ларчĕ, ĕçлимасăр та пурăнтăм, тимĕрлерĕç, тимĕрте лартăм, мăйăм-куçăм суранланса пĕттĕр, ним усси те пулмарĕ. || Пеленка, пеленание. Альш. Пирĕн ача тăхăр уйăх тĕрмере ларчĕ (в утробе матери), çичĕ уйăх çыхăра выртрĕ.

çыланчăк

(-џ̌ы̆к), связанный, спутанный, запутанный. КС. Эпĕ, санран хыпар пĕлменскер (не получая известий), хăраса пуçăм пăтраннипе çынсене хирĕç нимĕн калама та аптăратăп, пур ĕçре те çыхланчăк çӳретĕп.

çи-çи-çи-çи

подр. свисту. Ау 88°. Çи-çи-çи-çи! шăхăр, тет, унтан эпĕ сан патăнта пулăп, тет.

çи

(-с’и), есть, кушать. КС. † Ма çияс мар, ма ĕçес мар, тăван-çи патне килнĕ чух. N. Чирлĕ çын апат çийи-çими пурăннипе пит вăйсăрланать. Альш. † Атте-анне, пирĕншĕн ан йĕрĕр, пирĕн çиес çăкăр кунта çук. Ib. Çими тунă-и мĕн сана? N. Йыт çитăр кам! Чтобы вам пусто было! (Говорит человек, которому все не дают сосредоточиться на работе). Изамб. Т. Кăнтăрла усем уйран çине çăкăр тураса çинĕ. Ib. Хăта çи-ха, çи-ха! Халь те пит хытă çие-тĕп. Хăна аллине тыттарса: çи-ха! курма лартман, çиме лартнă, теççĕ, Ст. Ганьк. † Хура вăрман хухине эп çимесĕр кам çийĕ? (Эп çимесĕр — кроме меня, кто будет есть — эпĕ ĕнтĕ ăна çиекен). N. Эсĕ апат ăçта çиес тетĕн? Где ты будешь столоваться? Эсĕ паян апат çта çиен? Торп-к. Çийин — çийĕ, çимасан — юлăн. Если она сьест тебя, то сьест, а не сьест — так жив останешься. Имен. Сами варне çитсен, кашкăрсем тохрĕç те, лашана çия поçларĕç. Юрк. Малтан, çиес уммĕн эрехне черкки çине тултарнă чухне, кăшт кăна тултараш пек пулса еррипен кăна тултара пуçлат. Ib. Çинĕ çемĕн çиес килсе тăрат. Ib. Анне, эпĕ сана темĕн чухлĕ пăрçа çирĕн-тĕр, тесе шухăшлаттăм. Ib. Çиекен пӳлĕме кĕрсен, ку та сĕтел çинчи çимĕçсене пиллесе илсен, тытăнат ларса ĕçсе çиме. Орау. Апат çимĕш пулса ларать. Притворяется, будто не хочет есть. Ib. Çия-çия чупать, таçта васкать ку. Ib. Çиса тăрансан, нӳхрепе леçтермеллеччĕ, кирлĕ чухне исе килтермеллеччĕ, вара пăсăлмастьчĕ. Регули 560. Манăн çияс килет. Ib. 246. Виç кон çимантан ырханланса кайрĕ. Ib. 802. Çималли пор пирĕн. Ib. 15. Ик кон çимасăр порăннăччĕ. N. Çиес килменçи пулать тата! Букв. 1904. Манăн тата ытларах çиесси килсе кайрĕ. ФТТ. Çинĕ çĕре пырса кĕрсен, хунямăш пуласси ăна юратмасть, усал сунать, теççĕ. N. Çапла çине-çине çие-çие ку тарçи мăй таранчченех çисе тăрансан... N. Çиессĕм килес пулсан та, санран ыйтмăп. ТММ. Çиекенни пĕлмест, тураканни пĕлет! (Çиекенни пĕлмест, укçа тытаканни пĕлет). Янтик. Эс ытла снаях çие тăран (то-и-дело ешь), никçан та хырăм выçмас пуль сан. Ст. Чек. Çиме пире пулăшакан тесен, шуйттан та: мана та чĕнеççĕ, тесе хĕпĕртесе çиме пырать, тет. N. Пĕр эрне çиман пек. Словно неделю не ел. Хăр. Паль,. 30. Кашкăр çиессинччĕ! Сĕт-к. Çийимичченех çирăм. Я наелся до отвала. N. Паян çинĕ, ыран çимен. (Говорят о живущем впроголодь). N. Эп укçа илместĕп, çималах пурăнатăп (из-за хлеба буду жить), кĕлемей. С. Айб. † Шăмак кĕпçи çимелĕх, çăвар тути ямалăх. Сунт. Çимелли кунсем нумай малалла. Çутт. 152. Çапла чип-чипер çӳрекен ача йăт çĕмĕрчĕ çинĕшĕнех вилнĕ. Кан. Çавăн çинчен апат çие-çиех аттесене каласа пама пуçланăччĕ (начал было). Утăм. Çиес пулатьчĕ, ма çимерĕн? (Говорят гостю). Халапсем 14. Ку, выçнăскер, пĕр çăкăрне пĕре çийӳçĕм чысти çисе ярать. ТХКА 5З. Ларса çийĕр-ха пăртак. Ib. 5З. Купăста пурччĕ. Тăварланă купăстапа çитерем-ха сире, тет. || Грызть. К.-Кушки. Шăши çăкăр ăшне çисе кĕрсе кайнă. Мышь въелась в хлеб, т. е. проела в нем такую дыру, что и сама ушла в нее. || Сосать. N. Анне, эпĕ санăн кăкăр сĕтне çисе ӳсрĕм. Трхбл. Ача чĕчĕ çиет. Ребенок сосет грудь. || Промывать (берега). N. Шыв кукăрĕсенче шыв кĕрлесе тăрать те, вара çырана таçта çитех темĕн тăрăшшĕ çисе каять. N. Ванданкă ĕнтĕ тӳрех юхать, çыран мĕн çимест. Епир çур. çĕршыв 26. Вăл çурт, çурхи шыв çырана çисе пынă пирки, ишĕлсе аннă. || Протирать, изнашивать. Самар. † Аслă çул çийĕсем тумхахлă, ырă ут чĕрнисене çав çиет. Бугурус. † Пушмак тĕпне чул çиет. || Раздражать. Шел. 70. Хĕвел шевли... куç çутине çисе тăрать. N. Эсĕ унăн куçне ватпа сĕр, вăл куçне çинине сиссе шăлса илĕ те, шурă илни кайса сана курĕ. Орау. Чӳречене кар халĕ, хĕвел çути куçа çиять (в глаза светит). Кан. Кĕрхи сивĕ çил, курăнмасăр пит-куçа çисе, çурçĕр енчен кăнтăрланалла вĕçет. Кан. Куçа çиекен сарă чечексем ырă кун сунаççĕ пуçсене тайса. КС. Тĕтĕм куçа çиет. || Чесаться. КС. Çан-çорăм çиять, мулча кайса кĕрес-ха. Кан. Таса мар, хура, тарлă кĕпе-йĕм ӳте çиса, паçăр каланă пек, пăсма пултарать. Шибач. Каç выртма çитрĕ (на ночлег) те, хоçи майри калать: санăн, тет, отнă çын, тет, çӳренĕ çын, тет, санăн çан-çорăм çать полĕ, тет. Верно, тет, çать, тет, тем пекчĕ кĕрес, тет, мольчана, тет. || Делать боль сердцу. N. Нумай ман чĕрене çирĕн. || Испытывать, получать побои. N. Ай-хай çамрăк пуçăм, çинçе пӳçĕм, хăш хулара патак çийĕ-ши? КС. Паян чышкăсам çикаларĕ, курăнать, вăл. Сред. Юм. Кашни кон патак çиет. Каждый день получает побои. N. Çын патакне çиесси хырăмра уласа тăнинчен те йывăр, курăнать, çав. N. Ача-пăчаран патак çиме мар, йывăртарах сăмах илтме те пит хĕн. || Какое-то действие в игре касакла. Торп-к. Çичĕ хутчен тытимасан касакне çияççĕ. Çинĕ чухне ун çине сурса пĕтереççĕ (в игре касакла). || Забирать, захватывать, запахивать (межу). Орау. Йăрана çиса, анана пĕтĕмпех ансăрлатса хăварчĕ, çĕр çăхань! Пăх-ха, ун мĕн сарлакĕш те, ман мĕн сарлакĕш? || Пользоваться (чем), получать доход (от чего). N. Шалу çиçе пурăнать. Получает жалованье. N. Пĕччен виçĕ ят çисе порнат. Якейк. Шеремет анине воник çол çиса порăнтăм; тохса карĕ, ним тума та çок. КС. Хăйсем темиçе çĕр теçеттин çĕр çисе пурăнаççĕ. Сред. Юм. Пенçи çисе порнат. N. Çĕр çисе тăракан улпут, помещик. || Уничтожать. О сохр. здор. Çав тĕтĕрни ерекен чирсене унта пĕтĕмпе çисе пĕтерет. N. Пуринчен ытла юра çил çисе ярать. || Точить (о черви). Ст. Ганьк. Сар каччăн шăлне çăварне хăçан та хăçан хурт çирĕ, инкек çирĕ, çавăн чухне инкек çитĕр, хурт çитĕр. || Губить, погубить (человека). N. Пуринчен ытла хресченсене çĕр сахалли, çĕр вакланса пĕтни çиет. Ск. и пред. чув. 96. Ы-ых, Сетнер, астăвăн: манăн хĕре эс çирĕн! БАБ. Ах! хур турăр эсир: мана та пĕтертĕр, хăр пуçăра та çирĕр. N. Хĕрарăмсемпе явăçса çӳресен, ху пуçна та ху çийĕн! N. Вăл хĕрарăмсем хыççăн кайса хăй пуçне çинĕ. || Есть, бранить, ругать. Истор. Çавăнпа Дмитрий ӳтне куçарттарсан та, халăх ăна çиме чарăнман. || Одолевать (о горе). Сред. Юм. N. Ашшĕ-амăшĕ Ванюка урăх хĕре çураçрĕç, ирĕксĕрлесе çураçрĕç... Хуйхă çирĕ Ванюка. || Дышать (чем), вдыхать. Кан. Çĕрĕпе тусанлă сывлăш çисе выртаççĕ (дышат пыльным воздухом). || Жадно глядеть. Алших. † Алших хĕрĕ тиейса, куçпа çисе ан ярăр. ЧП. Хĕрлĕ улма тиейсе, хыпса çăтса ан ярăр; Аксу хĕрĕ тиейсе, куçпа çисе ан ярăр. Тăв. З. Туйипе куçа çисе тăракан сакăр кĕтеслĕ аттине çат-çат! çатăлттарать. || Пастись. Н. Карм. † Кăвак лашасене те çиме ярсан, анкарти пĕр хыçĕнчи çулпа яр. (Çиме яр — также: подпусти к корму). N. Вăкăрусем акараччĕ, ашакусем вăсем патĕнче çисе çӳретчĕç. Регули 682. Утсене çималли корăк пор конта. || Сплетничать, хаять, осуждать. N. † Хĕр çинчен хĕр çиекен хăй те каччă аллинче. N. Çисе çӳрет. Чăв. к. Ай-хай пуççăм, çамрăк пуççăм, çын çименни юлмарĕ. N. Чĕлхене çыртсан, çын çиет, теççĕ. N. Мана çисе мухтанакансем намăса юлса çын кулли пулччăр. Сред. Юм. Мана çиеççĕ. Про меня говорят дурное. Михайлов. † Килхушшинчи ват юман, пур кил кайăк ун çинче; пӳрте кĕтĕм — ман çинче, мана çиман çынĕ çук. Ст. Шаймурз. Çиекен çынсем тек çиччĕр, ӳт пĕтсен те, чун юлĕ. N. Çын çинине, пур хуйăха ура айне таптăпăр.

çикеле

(-гэ-), учащ. ф. от гл. çи. Ура çинчен кăна çикелетпĕр. Чуратч. Ц. Такки çикелесе çӳрет, тет. ЧС. Унтан вара эпĕ кăшт апат çикелерĕм те, выртрăм.

çи

(с’и), верх, поверхность. ЧП. Çӳлĕ ту çийĕсем кăлканлă. Хурамал. † Аслă улăх çийĕ сарă хăмăшлăх, сарă хăмăшсем çийĕ сарă-кайăк. N. † Хапха юпи — хырă юпа, пĕр хĕвелсĕр йăлтăртатат; ют ялсенĕн ачисене курсан çийĕм чĕтĕрет. (Хĕр йĕрри). Юрк. † Кӳлмешкĕн пар ут пулинччĕ, çуни çийĕ виттк пулинччĕ. Г. А. Отрыв. † Çийĕм тулли кăвак сăхман, çурхи çăнтан тунăскер. Пазух. Леш айккинче выртать-çке пăлан пăруш, курмастăр-им, çийĕсем пасарнă. || Часто встреч. в сложении. ТХКА 55. Сирĕн ялсем вăрманран тӳрĕ вĕренесене, хурамасене, туйрасене касса, урапа çисем (= çийĕсем) тăваççĕ. || Одеяние, одежда. N. Чăн малтан пур çын та, пур халăх та, тутă пулма, çи питĕрме (тумланма), авантарах пӳртре пурăнма тарăшать. БАБ. Çи те пулмасан, пыр та пулмасан, çырлана анчах кайăттăм, тесе каларĕ, тет, ĕлĕк пĕри. (Поговорка). Пухтел. Çишĕн, ради одежды. Тим. † Йăмăк кĕпине тăхăнсан, кĕрӳ кăмăлĕ уçăлчĕ, хурри çийĕ шуралчĕ, çĕтĕк çийĕ питĕрĕнчĕ. Кĕвĕсем. Ĕнтĕ умăр çутă та, çийĕр хĕрлĕ, вăтанатăп куçăртан пăхмашкăн. || Часто употребляется в значенин послелога, переводимого по-русски предлогами на, над. N. Çия çĕнĕ кĕрĕк тăхăнсан. N. Кам пирĕн çира урипе çӳлелле. (Шăна). N. Çире пĕр типĕ вырăн та юлмарĕ. На нас не осталось сухого места. Альш. † Мăкăр-мăкăр çын сăмах, пирĕн çирĕн мар-ши çав. Шурăм-п. Хĕвел пăхать шăратса; çиран тар шăпăр-шăпăр юхать. Альш. Хăнасем килнĕ тумланса. Хĕп-хĕрлĕ те çап-çутă çире. N. Тахăнса яратпăр йĕпелех: çире типет. Н. Сунар. Ма çийăма шу сапрăн. КС. Сăхманна çийăнтан пăрахмасăр çӳретĕн. N. † Çийĕмĕрте шур кĕпе, арки вăр-вăр тăвать-çке. N. Çийĕнтен тар юхаччен ĕçлетĕн. Орау. Ман çия ан вырт эсĕ. N. Ман çира (надо мною) йĕкел ӳкрĕ. N. Пăшал етрисем (пули) хамăр çирен (над нами) уласа ирте-ирте каяççĕ. Регули 1119. Ман çиран мăн çын (ватă çын) каçса кайрĕ. Михайлов. † Урам хушшинчи ват çăки, пур ял кайĕк ун çинче, яла тухрăм — ман çире, пур усал сăмах ман çире, мана çиман çынĕ çук. Шорп-к. Малтан, тохсанах, çил те пирĕн çиялахчĕ (= çиеллехчĕ), кайран яла орлă çавăрнчĕ те, пирĕн паталла пыримарĕ. Янтик. Ун çийĕнче пур. Она беременна. Н. Сунар. Вăл çăла (источнику) каланă: лайăх юхса кай, санăн çина (= çине) çӳпĕ-çапă ан ӳктĕр, тенĕ, тет. Ст. Чек. Ылттăн кашта çийĕне (= çине) ылттăн арча илсе хур. Бес. чув. 9. Эсĕ, Микулай, ман çине питех ан çилен-ха; эпĕ ăна ахаль кăна. N. Çăварĕсене пĕлĕт çинех янă. N. Эсĕ ман çине ан кӳрен. N. Чыстă çĕнĕ атă çинех те подмётка çаптаратпăр. Рак. † Хура вăрман çине пас тытнă. Толст. Унччен те пулмасть, суккăрри йăран çине такăнса та ӳкрĕ, тет. Никит. Тĕттĕм ял çине хупласа илме пуçларĕ. Деревня стала покрываться мраком. Кан. Сунт. Пăкă çине çапнă тимĕр пăта та тухса ӳкет. М.-Чолл. Улăх ман çине (= çие). Влезь на меня. Пазух. Кирек сахăрна пар, ай, пылна пар, кил шухăшĕ ӳкрĕ пуç çине (я задумался о доме). N. Çӳлĕ тăв çине эпĕ хăпартăм, çăмăр шывĕ çине эп ярăнтăм. К.-Кушки. Унтан Манкăлтăкне михĕ çине вырттарнă та, Атăл хĕрне илсе кайнă. Альш. Тăранттас çине улăхса лартăмăр. Истор. Ачасем, яланах чăн малтан тăшмансем çине хăвăр кĕрĕр. Якейк. Эп сана алăк çине çыртарттарăп (дам писать). Кан. Кашни тавар çине хакне кăтартса хут çыпăçтарса хумалла. Сенг. Ана çине çитрĕмĕр те (пришли на загон), выра пуçларăмăр. N. Кайсан-кайсан, çитрĕç пĕр кĕпер çине (пришли на мост). Б. Яныши. Мана юман çине веххă тытса тăрма хушса хăварчĕç. Меня оставили на дубе, велев держать веху (вешку). Малды-Кукшум. Тарсассăн, вăрмана çитсен, вăсам пит лайăх курăк çине çитрĕç (пришли на место с очень хорошею травою), тет. N. Çаран çине (на луга) çитнĕ те, выртса çывăрнă. Чăв. й. пур. 20. Паттăр çине паттăр тата тупăнат. На богатыря найдется другой богатырь. Ск. и пред. чув. 14. Иртрĕç çимĕк вăййисем, тухрĕ халăх ут çине (на сенокос). Ib. 96. Сетнер амăш ахлатса сĕтел çине пуçтарчĕ. Кан. Хаçатсене улăмран тунă хут çине çапма пуçланă. Газеты стали печатать на бумаге из соломы. ТХКА 105. Шăла çыртса, мĕн пур вăйпа ывăтрăм пурта тикăр çине. Орау. Атăл çине ĕçлеме кайнă. N. Пĕрин çине (в одном письме) вунпилĕк пус укçа янă. Кан. Ĕлекçи çине кил-çурт куçараççĕ (переводят). Тораево. Тинĕс çине çитсен... Кан. Укçине тавар çине ярса пĕтернĕ. Деньги истратили на товар. Пазух. Уйрăлнă чух эпир те уйрăлтăмăр, кантăр çине ӳснĕ те пуса пек. Кан. Ункă шывĕ Çалав (= Çавал) шывĕ çине юхса тухать. Ib. Вакун çине кĕртнĕ чухне 9 лаша вырăнне 11 лаша пулать-тăрать. N. Каçа эпĕ ăна стаккана янă шыв çине ярап. Янтик. † Анне мана çуратрĕ, шур пӳспелен чӳркерĕ, сăпка çине вырттарчĕ. Ала 6. Апат çинă чух апат çине пĕр симĕс шăна пырса укрĕ, тет. Юрк. Кĕрпене сивĕ шыв çине ярса пĕçермеççĕ, тӳрех вĕресе тăракан шыв çине ярса пĕçереççĕ. М.-Чолл. Патшан пуçĕ мăй таран çĕр çине кĕрсе карĕ, тет. Альш. Иван çăпата кантри таран кĕмĕл йĕтем çине анса каят, тет. Скотолеч. 6. Пилĕк стаккан йӳçĕ кăвак çине пĕр стаккан тăвар ирĕлтерсе параççĕ (лошади). N. Пир хутаç çине чиксе çĕлесе яр. Зашей в холщевый мешок. Панклеи. Тоххĕр (= тухрĕ) те, кӳме çине ларса карĕ (солдат). Баран. 107. Ват ама (матка) çинех çамрăкки тухас пулсан, иккĕш çапăçа пуçлаççĕ. N. Такмак çине тултар. Микушк. † Пĕччен тăрна вĕçет улăхалла, хăва çине ӳкет (спускается в тальник) — кăшкăрать. Бгтр. Хĕвел тухса пĕлĕт çине (в облако) ларсан, çав кун çăмăр пулать, теççĕ. Кан. Бедуинсем çине (в бедуинов) тупăсемпе пенĕ. N. Усем çине пертермеççĕ. В них стрелять не позволяют. Сĕт-к. Ку çӳпçе пирн сонаска (салазки) çине вырнаçас çок (не уместится). Баран. 20. Пирĕн çие килсе кĕчĕç ушкăнпа. Ib. 36. Сиен çине сиен курса пынă. || Средн. Альш. † Тăхăр ял хĕрĕ пĕр çĕрте, тăхăр ял хĕрĕ çийĕнче пирĕн ял херĕ илемлĕ. || Относительно, о, об. Бур. † Пăшăл-пăшăл сăмахсем, пирĕн çире мар-ши çав. См. çинчен. || На средства (чьи). Якейк. Эп она хам çиран вĕрентрĕм. Я учил его на свой счет. Вăл она хăй çинчен вĕрентрĕ. Он учил его на свой счет. || Выражает повторение. Бес. чув. 6. Çапла унăн ялан ĕç çине ĕç тупăнса пымалла пулнă. Дик. леб. 48. Вăл усал сăмах çине усал сăмах, темĕн те пĕр каласа тăкнă. Кратк. расск. 19. Эсир мана апла хуйхă çине хуйхă (горе за горем) тăватăр-çке (причиняете), тенĕ. СТИК. Унта çынсем питĕ тачă ларса тухнă: ял çине ял, ял çине ял пырат. N. Хĕрарăмсем ватнă çине ватаççĕ. N. Халĕ пĕтĕмпе туй çине туй, пулать. Теперь все играют свадьбы: свадьба за свадьбой. || Выражает непосредственное следование во времени. N. Çав сăмахсем çине (лишь только были сказаны эти слова) тилĕ чупса çитнĕ. Кратк. расск. 27. Ку иккĕмĕш тарçи сăмахĕ çинех тата виççĕмĕш тарçи чупса та çитнĕ. N. Ача çине (на поминках по умершем ребенке) чăхă анчах пусаççĕ, е çăмарта кăна пĕçереççĕ. N. Вилсен, çын çине выльăх пуссан... N. Ĕç çине çитетпĕр. || В придачу к... N. Кĕсри çине 80 тенкĕ панă (придачи?). N. Эпĕ çине икĕ картăчкă илтĕм. Н. Сунар. Хуняшшĕ хĕр çине (в приданное за дочерью) нумай тавар панă. Торп-к. † Пичи мана йоратать, ола кĕсрине парас, тет, çине тьыха парас, тет. || Употребл. в чувашизмах. Чума. Унтан, тăватă кун çине кайсассăн (на четвертый день) вара ăна пăртак çăмăлтарах пулнă. N. Хăна хурлăх пулас çине вăтанăçлă ан пул. Не будь стыдливым во время... Ст. Чек. Аçу çурчĕ çын çине кĕрĕ. Дом твоего отца достанется чужим. Юрк. † Улма йывăç лартрăм çул çине, савнă тусăм юлчĕ çын çине. Ib. Кун чухлĕ ача-пăчасем çине (на такую уйму детей) епле çын сана качча пырас?! Никам та пырас çук-çке! N. Эсĕ этеме чунне çухатас çине пултарман, Эсĕ ăна хăвăн сăмаху тăрăх пурăнса ĕмĕрхи чĕрĕлĕхе кĕмешкĕн пултарнă. N. Кам выçă, вăл килĕнче çитĕр: айăпа кĕрес çине пуçтарăнмалла ан пултăр. N. Сире вăтантарас çине калатăп. N. Эпир пĕтес çине иккĕленекенсен хисепĕнчисем мар. Качал. Хĕре калать кучĕрĕ: манăн çине кала: çакă çăлчĕ, тесе. Кучер говорит девице: скажи на мени, что я тебя спас. ЧП. Сире савмас çине, те, килместĕн. N. Унăн ачи-пăчисем пĕтес çине анчах пулччăр. Яргуньк. Ваньккă çиттĕрĕ-кĕчĕ, тет, çаксем çине. Сред. Юм. Çын çине тохма вăтанать. Стыдится бывать в обществе людей. Яргуньк. Çав кукша карчăкăн упăшки, ула кайăка çапас тесе, карчăк пуçĕ çине çапрĕ, тет. N. Халăх çине тухма пултарать, хутсем çине алă пусма та пĕлет, тенĕ. N. Çитменни çине (вдобавок) куланайĕпе аптăраса çитрĕмĕр. Вомбу-к. Ăснă сăра çине, пиçнĕ яшка çине ĕçме-çиме аван полтăр. (Сăра ĕçме кайнă чохне çапла каласа яраççĕ). Бугульм. † Ял тавра тытнă укăлча ял çине хула пулинччĕ. Кан. Çавăнта вăл çĕре тавлашакан ялсем çине, çĕр çитменлĕхне шута илсе, ятак пуçне валеçмелле туса панă. Ib. Вăл вăрман виçĕ ял çинĕ юлчĕ. Этот лес остался во владении трех деревень. Ск. и пред. чув. 35. Сăмахĕ çине тăчĕ-тăчех (сдержал свое слово) çамрăкрах вăтам çынĕ. Альш. Хай каллах чăваш тумтирĕ çине тавăрăнар-ха. Опять вернемся к вопросу о чувашском костюме.

çине кĕр

войти в (пай). N. Çынсам халĕ вăрман илчĕç те, эпĕ те вăрман çине кĕтĕм. || Наступать, наседать, итти без разбора, напролом. Трхбл.

çинелле

по направдению на... ЧС. Çавăн чух эпĕ анне патне пытăм та, анне ман çинелле çаврăнса та пăхмарĕ. Альш. Çав пушар Ахваниçсем, Ехремсем çинелле пыман. Пожар шёл не в сторону домов (на дома) Афанасия и Ефрема

çинче

(с’ин’ζ’э, с’ин’џ̌э), вм. çийĕнче— в, на (чем), на поверхности (чего). Качал. Йăвам çинче çăмартам, çăмартам çинче чĕпĕм пур. Регули 1120. Çĕнĕ сăхман он çинче (на нем) паян. Ib. 1117. Йăвăç çинче ларать. Ib. 183. Вăл киле килнĕ çĕрте, çол çинче, окçа топрĕ. Самар. † Ула-чăпар кĕпесенĕн шурри çинче, камăн алли витĕр тухнă-ши, çинче (= çинçе), пĕрти, пилĕклĕ, хура куçлă, камăн арки çинче йăванса ӳснĕ-ши? N. Пăрусем сĕлĕ çинче çӳреççĕ. Орау. Масар çинче унта-кунта анчах пытарнă вилнĕ çын тăпри тĕмисем курнаççĕ. На кладбище видно несколько свежих могильных холмиков. Ib. Масар çинче юр айĕнчен хĕлле пытарнă вилнĕ çын тăпри куписем туха пуçларĕç. На кладбище показались из-под снега свежие могильные холмики. Ib. Атăл çинче кĕпер тунă çĕртре ĕçлеççĕ. Четырлы. † Лаша вăйĕ пӳлмере, кристянсем вăйĕ çĕр çинче. К.-Кушки. Кам унта сăмавар çинче курăнат? Кто это там на поверхности самовара (т. е. отражается) Ib. Кам унта ларат сăмавар çинче? Кто это там отражается на поверхности самовара. N. Вăл (он) хăй сăнин кĕлеткипе куç-кĕски çинче (в зеркале) пăхакан çын евĕрлĕ. Шинар-п. Пӳртĕнче тăта вĕсенĕн алăк панче пĕрене çинче пĕр шăтăк пулнă. О сохр. здор. Вĕсен ырашĕ çинче тата пукра та нумай пулать. Собр. Çĕр çинче çуралать, вăт çинче тĕне кĕрет, шыва курсаннах вилет. (Тăвар). Б. Ильгыши. Йăви çинче çăмарти пур, çăмарти çинче мĕн пур? — Çăмарти çинче чĕпĕ пур.— Чĕппи çинче мĕн пур? — Чĕппи çинче йăпах тьыха пур. Никит. † Виç ял çинче виç варличчĕ, илес тени пĕреччĕ. (Солд. п.). Собр. † Ушкăн-ушкăн тупăлха, ушкăнĕ çинче пĕри шупка. N. Çав хуранта пăта çара çу, сĕт çинче пĕçереççĕ, çăмарта та нуммай яраççĕ. Кан. Укçа шăпах тавар çинче тăрать. Все деньги в товаре. Ib. Ытти заметкусем çинче вак ĕçсем çинчен çырнă. ТХКА 71. Вакун çинчех, тырă илсе тавăрăннă чух, атте вилнĕ, тет. N. Хирте пулă çинче тулли пучахсем те, пушшисем те пур. N. Эс янă пиçмо çинче çирĕм пус окçа илтĕм. Орау. Такана çинче пăрçа кустăраççĕ, те пăрçа куккăли тăвасшăн, темскер. Н. Карм. † Уйрăлнă чух эпир уйрăлтăмăр, кантăр çинче ӳснĕ пуса пек. Юрк. Йĕс кĕлетре шăналăк, шăналăк çинче сарă хĕр. N. Ыраш çинче çӳпĕ нумай... N. Ыраш çинче пукра пур. Ядр. Виçĕ кун халсăр выртрăм та, тăват кун çинче (на четвертый день) чĕрĕлтĕм. N. Икĕ кон çинче. N. Кайран вара ăричаксемпеле çапса аран виçĕ кун çинче (на третий день) вĕлерчĕç, тет, çакна. (Из сказки). СВТ. Шатра таврашĕнчи ӳт тăхăр кун е вунă кун çинче (на 8-ой иди 10-ый день) пит хытă хĕрелме тытăнать. N. Икĕ витре ĕçсен, виçĕ витре çинче (когда выпьют 2 ведра и принимаются за третье). Кан. Малтан шыв çинче ишсе пырать. N. Çăвĕпе сирĕн е хĕвел çинче, е çумăр çинче, е сивĕ çинче çӳрес пулать. || Над. N. Хĕвел: эп ир тохрăм та, каçчен çĕр çинче çӳрерĕм, тет. N. Калакла çăмарта çинă чухне çăмартана чашăк çинче тытса çияççĕ. N. Шу çинче кайăксам вĕçсе çӳреççĕ. N. Сĕтел çинче шăнасам вĕçсе çӳреççĕ. Якейк. Алăк çинче хонар çакăнса тăрать. Над дверью висит фонарь. Сорм-Вар. Хура хĕр сасси ял çинче (раздается над деревней, или по деревне). Торп-к. Ывăлĕсем пырса пăхнă та, алăк çинче шĕшлĕ тăнине курсан, çĕн çĕре витрех тарнă, тет. || При, при наличии. Сала 275. Анне çинче пурăнтăм шурă сĕт çинчи хăйма пек. Али 70°. Патшапала çанат ячĕ çинче аттепеле анне ячĕ пур. N. Эпĕ сан çинче ырă куртăм, халĕ эпĕ кин аллине юлтăм — йĕп çине юлтăм. БАБ. Вилле пăрахса кӳрше кайса çывăраймастăн вĕт. Хăрасан та пулин ун çинче (при покойнике) иккĕшĕ çĕр каçнă, тет. Сред. Юм. Пит чирлĕ выртакан çын выртнă пӳртре хăй сӳнтермесĕр ларсан: çинче ларнă, теççĕ. Сунч. † Атте-анне çинче пурăннă чух тивлетлĕччĕ пирĕи пуçăмăр. Полтава 11. Хамăр пурнăç пур çинче усал çылăх пулас çук. N. Сарă лашам пор çинче, пока у меня есть Савраска. N. Хăвăнта хастарлăх пур çинче ан ӳркен. N. Çак тĕрлĕ пулман пулă çинче унтн çынсем ялан пулă кăна çиетчĕç. Хора-к. † Тунти пасар пор çинче хĕр пăхмасăр илес мар; çак ял хĕрĕ пор çинче пер (= эпир) те арăмсăр порнас çок. || Из. Собр. Шыва витре çинче ĕçсен, çылăх пулат, тет. || Из-за. Ала 16. Çавă хĕр çинче вăсен тавлашу пулнă. Тораево. Кайнă чух вăл виçĕ усал такмак çинче тавлашнине курнă. Ib. Эсĕ пире сут туса пар, эпир çак такмак çинче виçĕ çул тавлашатпăр. Синерь. Вăл вĕсене каланă: ма эсир вăрçатар? — Вăлсем каланă: курăнман калпакпа курăнман атă çинче, тенĕ. || Иногда употребляется при обозначении времени. N. Вилнĕ çыннăн ӳтне ир çинче (на утро) пытармалла пулсан... N. Ир çинче каллах иртерех тăраççĕ те, уя каяççĕ. N. Авăн çинче кайнă (во время молотьбы). N. Данил вилчĕ авăн çинче. Истор. Пĕрре Владимир çывăрнă чух Рогнеда ăна кăшт кăна çĕçĕпе чиксе вĕлереймен, лешĕ çинче (во-время) вăранса çĕççине туртса илсе ĕлкĕрнĕ. || Среди, в. Кан. Çирĕм пилĕк ача çинче начаррисем те пулнă. Ачач 65. Кантуртан килнĕ хута çав кунах халăх çинче вуласа кăтартнă. N. † Ялĕ-ялĕнче хĕрĕсем каччă çинче палăрмасть; хамăр ялсан хĕрĕсем укçа çинче палăрмасть. Ау 269. † Тăват пилĕк пăрат (брат) çинче эпĕ кăна ытлашши. N. † Ах аттеçĕм, аттеçĕм, пилĕк чуну çинче эпĕ пултăм ытлашши. Турх. † Нумай ача çинче, ах, ӳсрĕмĕр, анчах пире ырă кун пулмарĕ. N. Ертел çинче пурте пулат. Альш. Çитмĕл тĕслĕ кун çинче çил-тăвăл кун килĕ. N. Халăх çинчи шута ăста пĕлекен çын сайра анчах. Собр. † Кӳрĕш-арăш çинче пурăнтăм, пĕр йăвари çăмарта пек. (Хĕр йĕрри). Ст. Ганьк. † Куçна шурă илсессĕн, хĕрсем çинче килĕшмест. || При названии городов и пр. на вопрос: где? Н. Сунар. Кам кайма охота çанти купир çинчи чипер Анастаçи ятлă хĕр сăнне исе килмешкĕн, уна çĕр тенкĕ парăпчĕ. (Из сказки). Панклеи. Вăсам çинчен Сорăмра мар, Кăрмăш çинчи чăвашсем, Самартисем те пĕлеççĕ. Ib. Сорăм çинче. Панклеи. Çакăнта мăн хола полнă. Çав хола çинче вăрçă тохса кайнă. Вăрçă тохсанах, холине çĕр çăтнă. (Из сказки). || На обязанности, на ответственности. Актăй. † Ĕçес, çияс хуçа çинче, пупляс, юрлас пирĕн çира. Угощенье на хозяине, а беседы и песни на нас (т. е. как бы составляют нашу обязанность). Ст. Ганьк. † Сакăр пирĕ — сарă сыппи, пилĕке çитми тусан арăм çинче. || О, об, относительно. N. Мĕн пур сăмахĕ — юмахĕ те пăрусем — вăкăрсем çинче анчах.

çинчен

вм. çийĕнчен — из. Çĕнтерчĕ З2. Кĕленче çинчен эмеле стаккан çине тăмлатать. Ала 16°. Атьăр часрах тухса тарар шыв çинчен, тенĕ (рыбаки). N. Эпĕ хам хаçат çинчен вуласа пĕлменччĕ, çынтан кăна илтнĕччĕ. Байгул. Эпĕ вăл кĕнеке çинчен пĕр сăмах хăвармасăр вуласа тухрăм. Альш. Ман ку сурăхсем çинчен хăшне пусмалла? ЧС. Вăл малтан кушилти çăмартасене сăват, ун çинчен кушил çĕклекене 25 çăмарта парат. || От. N. Вĕсемпе пĕрле киреметсене парне кӳме, е кĕлтума çӳремен; ку пурăнăç çинчен уйăрăлса çӳренĕ. || С, со. N. Сала-кайăксем анчах пĕр йăвăç çинчен тепĕр йăвăç çине вĕçсе çӳреççĕ. Моркар. Пăртак шăршласа пăхам ырнă çинчен (с устатку). || Через. ТХКА 91. Ваçли кӳме çине тăчĕ те, уй-хапхи çине урлă хунă кашта çинчен ялт сиксе каçса, çав кӳме çинех ларчĕ. Сам. 73. Чипер этем çинченех унăн чунĕ путланчĕ. N. Çурăм хыçне икĕ хул-пуççи çинчен туттăр çĕлесе çакаççĕ. Баран. 109. Çĕр ĕçлекен ĕнси çинчен темиçе тĕрлĕ вĕçен-кайăк тăранса пурăнать. N. Пор çӳллĕ çĕртрен сиктереççĕ, сапорсам çинчен, карлăк çинчен. || О, об. Сборн. по мед. Уйăрăм пичетлесе хăйсем çинчен тата уйăрăм кĕнекелле тунă. Регули 113. Ĕçлес çинчен онта поплерăм. Ib. 1095. Вăл ялан чăвашсам çинчен поплет. N. Хĕр çинчен хĕр çиекен хăй те каччă аллинче. Ст. Ганьк. Мĕшĕн шавлат çав халăх: чăн çинчен те шавларĕç, суя çинчен те шавларĕç. Кн. для чт. 56. Эпĕ сан çинчен пит усал тĕлĕк куртăм. || По (чему). N. Тинĕс çинчен утса пыр. Çутт. 54. Тин çунă юр çинчен киле кайрĕç. || По, за (сколько). N. Вăтăр тенкĕ çинчен. N. Тенкĕ çурă çинчен, по 1½ руб. N. Ку сĕлĕ пирĕн аллă тăххăр çинчен кăна кайрĕ. Мы продали этот овес всего по 50 коп. N. Çăнăхне хăй 1 Т. 80 пус. çинчен илнĕ пулнă, парасса 2 Т. çинчен пачĕ. N. Сысна аш 2 пус çинчен сотат. N. 600 тенкĕ çинчен. Кан. Улăмне торки туса 4 тенкĕ те 10 пус çинчен сутрĕç. Альш. Çитмĕл пилĕк пус çинчен килĕшрĕмĕр (сторговались за 75 коп.). Арзад. 1908, № 42. Кăтюк инке пасарта çăмартине 2 пус çинчен 10 çăмарта сутнă. || Над. N. Куç çинчен пульăсем вĕçеççĕ. Сюгал-Яуши. Сасартăк пирĕн ял çинчен хура тĕтĕм тухрĕ. || По случаю. Тогаево. Пĕр çĕре пыçтарăнса ĕç пĕтернĕ çинчен ĕçрĕç. Микушк. Тата ура çине тăраççĕ те, турра сăхсăхса пĕтернĕ çинчен пуççапаççĕ. || При наличии. Чув. пр. о пог. 320. Аслати юр çинчен авăтсан, тырă пулмаст. Если гром гремит на снегу, урожая не будет. || Сверх, того, кроме того; сверх, в придачу. Чăв. й. пур. 25. Яккуне, çинчен укçа парсах, ратнике панă. Илебар. † Кĕштеклĕх те памасан, çинчен хамăр парăпăр. Регули 1529. Вăл пире ĕçтерчĕ, çитарчĕ, çинчен (çинчен тата) прер сом окçа пачĕ. Изванк. Тата çинчен ăштрав тутараççĕ, тата ăристанскине хупса лартаççĕ, N. Ĕçтерчĕ, çитерчĕ, çинчен (çийĕнчен) окçа пачĕ (сверх того). N. Пĕтĕм чун çĕкленсе каять. Ĕçлес мар çинчен ĕçлес килет. N. Пĕрре çапла тӳленĕ çинчен тата качака путекки парса янă. N. Тӳлев çинчен, сверх платы. || Поверх. Изамб. Т. Халат çинчен симĕс пиçикки çыхаççĕ. Утăм 20. Кĕпи çинчен жилеткă. ТХКА 50. Йĕвене атте сăхман çинчен пилĕке çыхрĕ. Альш. Çак хыçрисене пĕтĕмпе сукна çинчен кăларса яраççĕ (части украшения, висяшие на спине, выпускают поверх кафтана). || N. Эпир вăрçас çук çинчен мĕншĕн эсĕ çавăн чухлĕ халăха кăлăхах тертлентеретĕн? N. Ăна шанса пурăннă çинчен эпĕ аптăрамăп.

çил

(с’ил’), ветер. Шумш. Çĕр çинче çил, вот, шу хăватлă, теççĕ. N. Ĕлĕк килте атей-апай калатьчĕ: кашкăр хăш ойăхра çилпе тăранать тетчĕç. N. Паян çил вăйлă. N. Çил çине кăларса, типĕтсе хур. Вынеси иа ветер, высуши и убери. Пухтел. Пĕр çил те çук. Совсем нет ветра. Изамб. Т. Кăçкăрсан та, çиле хирĕç (против ветра) нимĕн те илтмеççĕ. Ib. Пире çил майĕпе (по ветру) хыçалтан усĕр çын сассисем илтĕне пуçларĕç. N. Кашни конах ирсĕр çил тăратĕ. Ежедневно бывает сильный ветер. Сред. Юм. Çил тохакан çăвар пор, тет, çав çăвар конче (= кутĕнче) карчăк сыхласа ларать, тет, вăхчи-вăхчипе çав карчăк çил çăвар пăккине уçса пăхать, тет те, хăш чохне туххăмах питĕрсе лартать, тет, тепĕр чохне çил пит вирлĕ пырса çапăннипе нăмайччен питреймесĕр тăрать, тет. Çапла карчăк çил çăварне питреймен чохне çĕр çинче çил вăйлă пôлать, тет, вара. Ib. Пĕчик ачана тôла илсе тохсан, çил хыпать те, хăрăлтатакан пôлать. Ib. Çил туллать, бушует ветер (гов. прн сильном ветре). Ib. Паянхи çил сăкман витĕрех касать (гов. о пронизывающем ветре). N. Çил çăварĕнчех пурăнатпăр. Мы живем на самом ветру. АПП. † Çирĕк çулçи çил пулчĕ, хурăн çулçи хут пулчĕ. N. Утни-юртни сисĕнмеçт, шыв пек юхать, çил пек вĕçет (урхамах). Якейк. Çил пек каять (пырать). Несется, как ветер. Чуратч. Ц. Хуçа лаша кӳлтерчĕ, тет, пĕр мих çăнăх, саккускă, эрек, илчĕ, тет те, Ваçкă патне çил пек карĕ, тет. Ст. Чек. Ку хурчăка чĕпĕ çине çил пек вĕçсе анчĕ. Сĕт-к. Çил вĕçтернĕ тосан пак тăвăп. Сделаю как пыль, носимую ветром. Т. VI. Эй турă, çилпе çакланнине çилпе сир. (Из моленья). Орау. Навус айĕнчи пăра (лед) айккисенчен çил çиса, юпа пек, юпа пек тăратса хăварнă, навусĕ тăррисенче çĕлĕк пек тăра-тăра юлнă. Ib. Çил çӳл енчен вĕре пуçларĕ. Подул верховой ветер. Ёрдово. Çав сехетрех çил йăвашлансан, прийомне чакарас пулать (на обдирке). Ib. Çил енчи чӳречесем пурте сĕмĕрлсе пĕтнĕ. Ib. Çил çине ан лар, вĕрĕлĕн (снова простудишься). Ib. Катка çил çинче ларса (стоя на ветру) пĕтĕмпех шултăркаса кайнă (рассохлась). Ib. Çил вĕрекен çĕрте (на ветру) ӳсекен йăвăç начар пулать. Ib. Пӳрт уммĕнче (в сенях) çывăрсан, çил тимĕ-ши (не продует ли?). Ib. Атăл çинчен (с Волги) çил вĕрет. N. Çилĕн çунат çук, шывăн турат çук. N. Çил çинче ан çӳре. Не ходи на ветру. Завражн. Çил хирĕçлеччĕ. Регули 1211. Он пак çилте каçмалла мар Атăлпа. Ib. 1079. Çак çилте каçмалла мар Атăл орлă. Бел. Гора. † Йĕтĕн пирĕ кĕпине сил вĕртмешкĕн тухрăмар (чтобы проветриться). Шор-к. Малтан, тохсанах, çил те пирĕн çиялахчĕ; кайран ял орлă çавăрнчĕ те, пирĕн паталла пыримарĕ. Скотолеч. 13. Çил тивмен çĕре (где нет ветра) тăратас пулать (лашана). N. Хăньтю пулсан, лашана çил çинче тăратма (оставить на ветру) юрамасть. Юрк. Çил пăркаланса вĕрсен, çумăр пулат. О сохр. здор. Çума юраман тумтирсене ялан çил çине кăлара-кăлара çакас пулать. Ib. Сивĕ çил çинче тăрсан, если побудешь на холодном ветре... Ib. Тарланăскер, çил çинех ларнă. В. Ив. Çитменнине тата çилпе сăвăрнă чух е çил килмест (не бывает ветра). Пазух. † Кĕпер çине шыв кĕрет, йĕтĕн кĕпине çил илет. СТИК. Çил вылят. Ветер гуляет свободно. Сунч. † Çӳлĕ тусем çинче çил вылять, çилĕ çĕре ӳксе çухалать. Арçури. Ват юмана çил ватнă, çĕмĕртсене çĕмĕрнĕ. Нюш-к. Хăрăк (беспорядочный) çил çăмăр çăвас вырăнне вĕрет. N. Хаяр çил, резкий, пронзительный ветер; назв. духа (его просят охранять хлеба от такого ветра). || В перен. см. N. Тата хăшĕ халăхшăн пит тăрăшас пек туйăнать, анчах унăн пуçĕнче çил çӳрет. N. Эсир апла çиле анчах калаçатăр (говорите на ветер, .т. е. попусту). Бюрганский. Эсир эпĕ каланă сăмахсене ан манăр; манăн сăмахсем çиле ан пулччăрччĕ. N. Пĕр апат çиетпĕр те, иккĕмĕшне çил хыпса тăратпăр, тенĕ салтак. N. Çил вĕрет — образное выражение; о тебе сказано, а ты не замечаешь. || Назв. божества 2-го-разряда. Сред. Юм. Н. Карм. Çиле така параççĕ, çил амăшне путек параççĕ. (Учук). Магн. М. 6З. Çил ашшĕ,— амăшĕ — хаярĕ,— инкекĕ,— синкерĕ,— çыхчи,— çоначĕ. (См. там же стр. 84, 89, 91). || Часть мельницы. Торх. См. арман.

çил

гнев См. çилĕ. N. Килти ене питĕ шутсăр çил килет. Я страшно сержусь на домашних. Сред. Юм. Пĕрмай ман хыçран çӳресе, çил килтерсе çӳрет. Он все ходит за мною и этим страшно злит меня. Ст. Яха-к. Çук-ха, санăн аçу çине ман паян çил килчĕ (я очень рассердился на твоего отца), эпĕ унта пымастăп (не пойду).

çиленчĕклĕ

сердитый, гневный. И. Патт. 13. Эпĕ сире астарам кунта (я вам дам здесь безобразничать), ĕçсĕр аптăранăскерсем! терĕ хăй çиленчĕклĕ пысăк хаяр сасăпа.

çимĕк

(с’имэ̆к), назв. праздника, семик. Орау., К.-Кушки. Байглыч. Çимĕк, последний четверг перед троицей; в этом день проводили обязательное поминовение умерших. См. Магн. М. 185. Н. Седяк. Çимĕке чăвашсем эрне каç тăваççĕ, тройтсă умĕн. Çак каç вилнĕ çынсем киле таврăнать, теççĕ. Çăмарта пĕçереççĕ, кашни вилнĕ ачана пĕрер, çак çăмартасемпе выляса çӳрет, теççĕ. Хурăнташсене пуçтараççĕ, вара ĕçеççĕ, çиеççĕ. Хурамал. Çимĕке, акана иртерех пĕтерсессĕн, вырас çимĕкĕ умĕнчи кĕçнерникун тăваççĕ, акана час пĕтереймесессĕн, вырăс çимĕкĕ (троица) хыçĕнчи кĕçнерникун тăваççĕ. Аттик. Вĕсем пуринчен ытла çимĕк тенине мункун иртсен çичĕ эрнерен виçĕ кунччен пĕтĕм ĕçĕсене пăрахса уяççĕ. Тайба-Т. † Çимĕк çите пуçласан, хĕр пуçтарăнат урама; Хăят (назв. ярмарки в с. Кияти) çите пуçласан, хĕр саланат урамран. Сред. Юм. Çимĕке вилĕсĕм пыраççĕ. (Çимĕк ыран чôхне, ратил ыран тенĕ чохне, вилĕсĕм хăйсĕм вилнĕ киле пыраççĕ, тет). Якейк. Первайхи çимĕкчен çиччĕ шăва кĕрсен, е çич тьыха корсан, çын тепĕр çолталăкчен лайăх порнать, теççĕ. Ib. Çимĕкре пусăк пир кĕпи полсан та, çĕнĕ полтăр, мăнконта çĕтĕк полсан та, шорă полтăр. Регули 1198. Çимĕк тĕлĕнче килимарĕ вăл. Ib. 1188. Çимĕкренпе сумар выртать. Ib. Çимĕкчен онта порнатăп. СПВВ. ИА. Çимĕкрен чăваш хĕрĕсем вăйя тухаççĕ (начинают устраивать хороводы). Шурăм-п. Çуркунне, çемĕкчен шыва кĕме пуçларăн пулсассăн, çичче çитиччен кĕр, ахаль лайăх мар. Çимĕкчен е пĕртте кĕрес пулмасть, е çеччĕ кĕрес пулать. Ильково. Çимĕк виç эрне юлсан, çамрăк ачасем выляма пĕр-пĕр пушă вырăна тухаççĕ. N. Çимĕк çитеччен çиччĕ шыва кĕрес пулать, теççĕ. С. Дув. Çимĕк вăййи çичĕ эрне каç выляни килĕшет. Собр. † Çимĕк çич кун, терĕçе, çимĕк çич кун, терĕçĕ, ма çич эрне килмен-ши, ма çич эрне килмен-ши. ТХКА 34. Çимĕк сăрн ĕçме кăçал эпĕ хам арăмпа кукки патне карăм. Утăм № 1, 29. Çимĕкелле çав кĕриччен тавлашăва татасах, терĕç, çук çын ытла пит кӳтнĕрен пуянсем: чарасах, терĕç. Т. И.-Шем. Вилнĕ çынсене çимĕкре хывас йĕрке. Çимĕк çитес умĕн вилнĕ çынсене сăра туса хураççĕ. Вăл сăрана çимĕкре ĕçмелли сăраран ăрасна тăваççĕ. Унтан çимĕк умĕн кĕçнерникун ирех икерчĕ пĕçереççĕ. Чăн пирвайхи икерчине хуçа арăмĕ алăк патне чашкăсăр, çуртасăр, ахаль анчах вилнĕ çынсене хывать, унтан икерчине çемйипе ларса çиеççĕ. Сăра тунă чух та, ăсли ĕлкĕрсен, ăслине малтан вилнĕ çынсене хываççĕ, унтан хăйсем ĕçеççĕ, сăра сĕрнĕ чух та çапла тăваççĕ. Кăнтăрла сулăнса каçхи апат енне кайсан, кашни килĕре хăйсен çемйисемпе мункунти пекех алăк патне çуртасем çутса сĕтел лартса хываççĕ. Пĕр-пĕр килĕрен уйăрăлса тухнисем малтан тĕп çурта кайса тĕпри вилнĕ çынсене хываççĕ, унтан хăйсен килĕсенче хăйсен çемйинчи вилнĕ çынсене хываççĕ. Унтан каçхи апат тĕлĕнче кашни килĕрен икшерĕн, виçшерĕн лаша кӳлсе урапа çине, тарантас пуррисем непременно тăрантас çине минтерсем хурса ларса, лакăмпа сăра илсе, эрек илсе, масар çине каяççĕ. Масар çинче ăратни-ăратнипе хăйсен вилнĕ çыннисене пытарнă тăприсем патне пырса хываççĕ. Кашни ăратне хăйсен вилнĕ çыннисене ытти çынсен вилнĕ çыннисенчен ăрасна çĕре — пурте пĕр çĕре пытараççĕ, çавăнпа çимĕкре кашни ăратне хăйне ушкăн пуçтарăнса хываççĕ. Хываççĕ тӳрех çĕре, çимĕçпе пĕрле тата, камăн пурри, симĕс сухан хывать, унтан эрекпе сăра хываççĕ. Кашни татса пăрахмассерен вилнĕ çынсене асăнса: çавăн умĕнче пултăр, çавăн умĕнче пултăр, эпĕр асăнатпăр, эсĕр ан асăнăр, сĕт-кӳлĕ пултăр умăнта, теççĕ. Унтан вара çавăлтех ăратнипе ларса ĕçсе çиеççĕ; ĕçеççĕ ӳсĕрĕличченех, вара çĕрле пулас умĕн таврăнаççĕ. || Троица. Череп. СТИК. Çимĕке (к тронце) пурте сăра тăваççĕ. Ib. Çимĕк иртсен хыт-сухана тухаççĕ. Т. IV. Çăва çине çимĕке кайса, вилнĕ çынна асăнса ĕçсе-çисе юрламасан, ташламасассăн, вăл выртнă чухне те хурлансах выртат (ему бывает горько), теççĕ. || Назв. однодневной ярмарки. N. Çимĕк нумай полат: Микон-кон (9 мая) çимĕк, Хораç-ту (Вознесение) çимĕк, Явăш-кон çимĕк (за три дня до троицы) Троски-кон çимĕк (в день троицы). Якейк. Сар-кайăк, сар-кайăк, йăмăксене кортăн-и? Корсаттăмч, калаçсаттăмч, çимĕкрен çимĕке чопатьчĕç. В. С. Разум. КЧП. Халăх утать çимĕке хуп-хура та шап-шурă. || Назв. рыбы. Шибач. См. çимек пулли.

çип çирĕмĕ

счет ниток в мотке, пасма в 20 численок (численка — 64 нитки). Сред. Юм. Çип çирĕмĕ. Эпĕ паян виçĕ çирĕмлĕ хутăр хутăрса ӳкертĕм. См. çирĕм.

çирĕм

(с’ирэ̆м, Пшкрт. с’эрэ̆м), двадцать. Орау. Хутран-ситрен çирĕм — сирĕм пĕр çулхи те пулатьчĕ. Ib. Алра çирĕм пурне пулинччĕ, кашнине çĕрĕ тăхăнăттăм, тесе каларĕ, тет, тутар майри. Жалко, что на руках не 20 пальцев, на каждый палец надела бы по перстню,— сказала жена купца. Кн. для чт. I, 28. Вăл (воробей) пĕр сехетре хăй йăви патне çирĕме яхăн вĕçсе пырать. Я. Турх. Çирĕм пусалла. Ib. Çирĕм иккелле панă пулĕччĕ. Отдал бы копеек за двадцать. ЩС. Çирĕм пус (у др. çитмĕл пус), двадцать копеек. N. Çирĕм пилĕк пус, двадцать пять копеек. Орау. Пуçĕнче çирĕм пиллĕк çитмест. У него в голове не достает „двадцати пяти“ (т. е. он глуп, дурак). Юрк. Эсĕ миçе çулта? — Эпĕ çирĕм пĕрте (мне 21-ый год). N. Михели, авланнă çын, çирĕм саккăрта пулнă (двадцать восьмой год), Элекçей — вунпилĕкре (15-ый год). Б. Яныши. Пĕрре сорăхсам çитарма кайсассăн, çав тăвайккинчен çирĕм пĕр пус поçтартăмăр. N. Çирĕм пĕрмĕш, двадцать первый. Бюрг. † Çирĕм пĕрти ачасене çыраççĕ-çке шур хут çине. Капк. Ну, юлташсем, халь икĕ енчен те çирĕм , пĕршер. Мĕн тăвас?! N. Çирĕмрисем (по двадцатому году), вунтăххăртнсем (по девятнадцатому году). || Монета достоинством в 20 коп. М. Тув. Апай мана: хĕр пăх, тер, вуник тальăр çакнине; вуник тальăр çакни мар, вуник çирĕм çакни çук. || Мера пряжи, Сред. Юм. Ман хôтăр виç çирĕмлĕ пôлчĕ. См. çип çирĕмĕ. Ib. Çиппе çирĕмпе шôтлаççĕ.

çитле

(с’ит’л’э), заплести косу. Хорачка. Тайба-Т. † Кăвак лаша çилхине йĕс турапа турарĕç, пурçăнпала çитлерĕç. Бюрг. † Çилкисене урапа çитлерĕм. Чуратч. Ц. † Кăваках та лаша, кăтра çилхе, шел мар ылттăн укапа çитлесен. См. çивĕтле, çипле. || Плести лапти. Изамб. Т. Эпĕ çиччĕпе, саккăрпа çитлеме пĕлетĕп (лапти).

çит

(с’ит, с’ит’), достигать, доходить, доезжать, добираться, прибывать. М.-Чолл. Кăвак кашкăр калать: ан, çитрĕмĕр (слезай, мы доехали). N. Манăн (или: мана) киле çитесси инçе мар. Мне недалеко до дома. N. Вĕсем хулана пилĕк çухрăм çитсе кĕреймен. Они не дошли до города пяти верст. Сĕт-к. Орапая йăвăр тиярăмăр та, аран лăчăртаттаркаласа çитсе (çитрĕмĕр). N. Çитейместпĕр халĕ. Мы пока еще не доехали (до дома и т. д.), еще довольно далеко. ЧП. Икĕ усламçă килеççĕ, тарăн вара çитеççĕ. Çитин-çитмин мĕн тăвас, тавар илмесĕр юлас мар. Тим-к. Пуп çав вăхăтра киле çитнĕ, Украк часрах тухса тарнипе пупа çитсе çулăнса вара киле тарнă. Регули 1158. Вăл ман пата çитрĕ. Ib. Сан пата çитиччен килтĕм. Ib. 1127. Эп чӳркӳ патне çитрĕм. Чӳркӳ патне çитичченех шу тăрать. В. С. Разум. КЧП. Кĕркури çитнĕшĕн хĕпĕртесе, киле çитрĕç. Дошли до дома, радуясь тому, что Г. прибыл домой (с военной службы). Б. Яныши. Тăррисем хитре йоррисене йорлама çитеççĕ (прилетают). Баран. 86. Эпĕ хам çитес тенĕ çĕре çитсе пыраттăм. Изамб. Т. Пăр (град) карттус çине ӳкет те, пуçĕ патне çитеймест. Хора-к. † Ати кил-хошши çитмĕл отăм, çитмĕл отăма çитсессĕн атин килĕ полĕччĕ. (Свад. п.). Истор. Çар ертсе çӳренĕ чух вăл пĕр çĕртен тепĕр çĕре вĕçен-кайăк пек час çите-çите ӳкнĕ. N. Ыран тăват сехет тĕлнелле, завтра, приблизительно часам к четырем (тăват сехете — значило бы, чтобы в четыре часа быть здесь). || Догонять. Яргуньк. Кайсан-кайсан, çав лашана çите пырать (начал догонять), тет. Чураль-к. Лăпăрлă карчăк çите килет (догоняет, настигает), çӳхеме те çисе ячĕ, хама та çисе ярать. || Заставать, настигать. В. С. Разум. КЧП. Эпир авăн çапнă чух çăмăр çитсе çапрĕ. N. Ăшăмри чĕрем хускалчĕ, вилĕм хăрушăлăхĕ çитрĕ мана: хăраса чĕтĕресе тăратăп. Баран. 22. Вĕсем (гнус, насекомые) выльăха чĕрĕлех çисе ярасса çитеççĕ. || Доходить числом. Çутт. 142. Йăвăç пахчи пысăках мар, вăтăр ӳлмуççие анчах çите пырать (приблизительно доходит до тридцати корней). Чĕр. чун. яп. й-к. пур. 11. Сакăр пине çитсе перĕнет вĕт вĕсен шучĕ. N. Чĕмпĕртн чăваш шкулĕ те, 1862-мĕш çулта пĕр ачаран пуçланса 1870-мĕш çулта 9 ачана çитсе, шкул хисепне кĕнĕ. N. Пилĕк тапхăрччен хĕрĕхшер хут, хĕрĕхе пĕрре çитми суран туса çаптарнă. Арзад. 1908, 54. Инке пĕр купăста йăранĕнчен 15 пуç, тепринчен малтанхине З пуç çитейми каснă. Кратк. расск. 26. Эпĕ çĕр çинче çӳре пуçлани çĕр вăтар çул ĕнтĕ; çапах аттем-аннем çулĕсене нумай çитеймест манăн кун-çулсем, тенĕ. Орау. Вун çичче çитесси манăн тата пĕр уйăх; вунçич çул тултарма манăн пĕр уйăх çитмест. Мне недостает до семнадцати лет одного месяца. Регули 906. Воннă ут патнех çите пыратьчĕ. Было лошадей с десять. || Дожить, „достукаться“. N. Тĕнче тăрăх кайма патнех çитрĕмĕр ĕнтĕ, тенĕ Иван Петрович, хăйĕн юлашки ĕнине хырçăшăн илсе кайсассăн. Дожили (достукались) до того, что пришлось итти по миру, сказал Иван Петрович, после того, как увели у него последнюю корову за подати. N. Ситмĕле çитрĕм. Мне исполнилось 70 лет. Савруши. Çапла ĕнтĕ юлашки кун патне çитеççĕ (наступает...). N. Вилĕм ĕçне çитетпĕр. || Переходить, заражать (о болезни). Трахома. Упăшки чирĕ алшăлли тăрăх арăмне те çитрĕ. || Посетить, побывать. N. Ваçан çав арçын-юмăç патне те çитнĕ (посетил). Курм. Эпĕ Москова та çитнĕ. Я был и в Москве. N. Миçе хулана çитрĕмĕр, хамăр ял этемми курман. Во сколькях городах побывали, а своих деревенских не встретили. N. Халер аллă яла çитнĕ. Холера посетила пятьдесят селений. Кан. Кун пирки ĕç сута та çитсе пăхрĕ. Это дело побывало и в суде. Юрк. Виç-тăват çул хушшинче ку виç-тăват приказа çитет (перебывал в трех-четырех приказах). Ib. Çитнĕ çĕрте çырла темĕн чухлехчĕ. || Исполняться. N. Шухăшланă шухăш та тепĕр чухне (иногда) çитмес. N. Ун урлă калани çитнĕ. Шорк. Эпĕ шухăшлап та, çав авалхи çынсем сомаххи ман тĕлĕн (в отношении меня) çитсех пурать. Б. Яуши. Кушак çул урлă каçсан, ĕмĕтленнĕ ĕмĕт çитмест, теççĕ. (Поверье). Ала 62°. † Сирĕн пиллĕх пире çитес пулсан, ирхи сывлăш шывпе ким юхтăр; сирĕн пиллĕх пире çитмесен, Шурă Атăл çинче ким лартăр. || Доставаться; постигать. Хĕн-хур. Çынна хĕн-хур тăвакана тивлет çитмест (не даруется). Ст. Ганьк. Çав ылттăн хурт пылне хăçан та хăçан йӳçĕ çитерĕ, çавăн чухне çак çынна йӳçĕ çиттĕр. N. Мана мĕн çитсе ларчĕ, çавна эсĕ те асăнтах тытса çӳре. Ман çине çитни сан çине те çитмелле. N. Ĕçе тӳррипе тумасан, сирĕн çине ун çилли çитĕ. N. Сан суту пĕр сехетрех çитрĕ, тийĕç. N. Ăна та мĕн те пулсан çитĕ-ха. N. Кам пире çитнĕ инкекрен хăтарĕ-ши? || Достигать апогея. Орау. Эх, мăнтарăн çанталăкĕ! Пирĕн кун-çул çите пуçларĕ (какая благодать весною). Кан. Ак çитрĕ пурнăç. Альш. Ял çыннисем тиркешмесен, çитнĕ манăн пурăнăç. Ала 103°. † Ати лаши — сар лаша, кӳлтĕм тоххрăм чопмашкăн. Хампа ларттрăм сарă хĕр, сарай тавра çавăрăнтăм, ĕмĕр çитнĕн туйăнчĕ. || Доставать, быть достаточным, хватать. Альш. Пурне те çитнĕ чыс (угощене). Никам кăмăлĕ шăранмасăр юлни çук. Ib. † Улма йывăççине пас тытнă, ан чарăрсем, тăвансем: пире чыс çитнĕ. (Застольная песня). N. Кĕнеке çитмен пирки (от недостатка) сан патна вулама çӳреме тивет. Истор. Эсир мана кашни килĕрен виçшер кăвакарчăн, тата виçшер çерçи тытса парăр та, çитĕ (и довольно). N. Сире сахалпа çитес çук (малого количества вам недостаточно), сахалтан та (самое меньшее) сире пĕр пăт кирлĕ. N. Эх, çитмен пуранăç, мĕн чухлĕ çынна эсĕ тĕттĕме хăвартăн! N. Ачасемпе калаçса пăхасчĕ пирĕн, ун чухне мана ĕмĕр çитнĕн туйăнĕччĕ вара. ССО. Таванăмсем! пытанса выртасси çитĕ ĕнтĕ! О сохр. здор. Тӳшек питне малтан каланă пек вĕри шывпа вĕретсе тасат, вара çатрĕ те (вот и всё). N. Эпĕ мĕн çитменшĕн хамаăн чи çывах çыннăма сирĕн аллăра парăп? Чем люди живы. Симунăн вара пурăнăçĕ çитсе тăра пуçланă. Семен стал жить в достатке. Изамб. Т. Мункунта укçа илни çитмес (недостаточно того, что...), çăмартине те, хăпартуне те пухса çӳреççĕ (попы). Ib. Çитменнипе лашана сутса ятăмăр. N. Çитменнине тата атти (анни) пырса кĕчĕ. Ой-к. † Пус-кил арĕм сӳс тĕвет; эп те тĕвем, терĕм те, кисип çитмеç, терĕ, тет. Кисип илме карăм та, йăтти хăр-хам! терĕ, тет. Регули 247. Окçа çитменрен (scr. çитменирен) çӳремест вăл. Он не путешествует потому, что у него недостает денег. Ст. Шаймурз. † Шур кăвакал чĕпписем кӳл-кӳл урлă, сĕлĕ сапса сĕлĕ çитмерĕ. Н. Сунар. Халĕ ĕнтĕ, ватăлсассăн, ĕçлеме вăй çитейми пуçларĕ те, вăл мана хăваласа ячĕ, тенĕ. Н. Сунар. Вăл ĕлĕк çамрăк чухне аван ĕçленĕ те, халĕ, ватăлсан, унăн ĕçлеме вăйĕ çитейми пулнă. Качал. Патша хĕрĕ курчĕ, тит те, çакна, калать, тит: ма килтĕн, Йăван, тесе каларĕ, тит. Эпĕ пĕтни çитмеçт-и? Кай, атту пĕтетĕн эс те, тесе каларĕ, тит (она). Пазух. Сирĕн пек ырă çын, ай, умĕнче тата тутлă чĕлхем, ай, çитмерĕ. Кожар. Пичĕшин, кахаллипе ĕçлемесĕр пурăнса, çиме те çитми пулнă. Его старший брат стал скудаться едой. Юрк. Чиркĕве кĕрсен, çав аллинчи çуртисене кашни турăш умне çутса ларта пуçлат. Пурин умне те пĕрер çурта лартсан, пĕр турăш умне лартма çурта çитмест. Ib. Сана уйăрса пани çитмен халĕ. Мана мĕн чухлĕ патăр? N. Пурăнăç çитмен пирки выçăллă-тутăллă пурăнса аран ӳскелерĕм. ЧС. Ачасене татах тем çитмес: кушилти çăмартана капăр (вдруг, сразу) тăкса яраççĕ те, пĕри те пĕри илес тесе, сыранса ӳкеççĕ. N. Вăл панипе çитмерĕ. Данного им не хватило. N. Саххăрпа çитет поль. Сахару-то, поди, достаточно (т. е. больше не надо). N. Ĕлĕк пирĕн нихçан та çиме çитместчĕ. Якейк. Эс мана окçа тыр вырнăшăн кĕт çитимирах патăн (не додал). Ib. Çорт лартма Иванăн хатĕр çите пырать. Иван почти что приготовил материал для стройки. Яжутк. Çулталăкне çĕр сумпа çите. Будет достаточно ста (ассигнованных) рублей в год. Юрк. Çĕнĕ-çын чухне хунямăшне пĕр витре шыв карташĕнчи пуссинчен кӳрсе пама ӳркенекен çынна, халĕ тата таçтан аякран та пулин ирĕксĕр тултас пулат. Ахаль те чăлах япалана, наяна, çитнĕ те... тытăнат хуняшшĕне: пус та туса памарĕ, тесе, вăрçма. Собр. Ĕçсе çитнĕ, тек ĕçсе капан тăвас çук, теççĕ. Йӳç. такăнт. 37. Ну, кум, ан ятла çисе те, ĕçсе те çитрĕ. Манăн каяс ĕнтĕ, питĕ ĕçсĕр пултăм. || Касаться. N. Лашине куритене çитмеллех кăкарман. || Сравняться. Янш.-Норв. Тĕр таврашĕнчен вара ăна çитекенни те çук: ăна хуть те мĕнле тĕр пуçласа пар, вăл ăна пĕр самантах тума вĕренет. Собр. Тӳрĕ пурăннине ним те çитмĕ, теççĕ. (Послов.). N. Ача-пăчана ху куç умĕнче тытнине нимĕн те çитмест. N. Вĕсен çулчисене, кăларичченех (до вырытия корнеплодов), татманнине нимĕн те çитмест (лучше всего не рвать). N. Нумай тĕрлĕ суран пур, чĕре суранне çитеймест. N. Эсир ăçта мана çитме! Тăв. 37. Ну-у, кăна уш ан кала та. Ваньккана Кирукăн çитме питĕ инçе. N. Ку Якор патне çитес çок. Ему с Егором не сравняться. С. Айб. † Нумай пĕтет, сахал çитет, пĕрле тăнине мĕн çитет? || Приближаться. N. † Хăят çите пуçласан, хĕр пухăнать урама; Хăят çитсе иртсессĕн, хĕр саланат урамран. СТИК. Эс миçере? — Çирĕмре.— Эй сана салтака кайма вăхăт çите пырат иккен! (Выражает близость солдатчины, не указывая на приближение во времени). || Успевать, подоспевать. С. Айб. † Савнă тусăм аса килнĕ чух çитеймерĕм эпĕ чыспала. БАБ. Ку тукатмăш хĕвел аннă вăхăтра вилчĕ те, çĕрле пулса çитиччен ун вилни çинчен пĕтĕм ял пĕлсе çитрĕ. Собр. † Пире курайман тăшмансенĕн куçĕ ăçтан курса çитет-ши? Орау. Иванĕпе Макарĕ çитнĕ те унта (уж там, везде поспевают шедьмецы)! В. С. Разум. КЧП. Вăл килессе кĕтех тăрса урока çитеймерĕм. || Вернуться, обратиться на... N. Хам тунă йăнăшсем хамах çитрĕç, вĕсем пуçăм çинчи çӳçрей те йышлăланчĕç. Нижар. † Кайăк-хур пырать картипе, кайри мала иртминччĕ: эпир çакăнта ĕçсе çисе юрлани хамăр хыçран çитминччĕ. || Наступать. Юрк. Çитес пин те тăхăрçĕрмĕш çулта. В будущем 1900 году. Орау. Çитес хĕлте (будущею зимою) кĕлетне кăлараймăпăр-и-ха, сыв пулсан! Четырлч. Çитнĕ çулхи (наступившего года) куланай пулат, çак парăмсене тырă пулнă çул пурне те ытаççĕ. Якейк. Пирн те каяс çиттĕр поль. Поди и нам наступила пора уходить. (уезжать). СТИК. Çитес вырсарникун, çитес эрнере, çитес уйăхра. (В этих выражениях „килес“ не употребляют). Ib. Çитес праçникре тата килĕр. Кан. Етĕрнери эрех савăчĕ-çуртне çитес кунсенчех юсаса çитереççĕ (кончат ремонтировать). ТХКА. Тăхти, çитес çул клевĕр лартам-ха, сана вара клевĕр пăтти пĕçерсе парам, клевĕр кукли туса çитерем. Чхĕйп. Вара вăлсам çитес каç, юпа тăвас тенĕ чух, пĕр пĕчĕк сĕтел, тата тепĕр пĕчĕк пукан туса хатĕрленĕ. ГТТ. Ваттисенче вилнĕ. Умер (-ла) в старости. N. Анчах вăл вăхăт çитсех çитмен пулĕ ахăр (видно еще не совсем наступило). N. Ача çурални сакăр кун çитсен (когда исполнится в дней со дня рождения ребенка). ЧС. Манăн асанне вилни пилĕк çул çитет ĕнтĕ. НАК. Киле каяс вăхăт çитерехпеле, когда уже приближалось время отъезда. || В качестве вспомог. гл. N. Новгород пĕтĕмпех пĕтсе çитнĕ. Баран. 107. Тинех вара вĕллере йĕрке килсе çитет (наступает порядок). N. Вĕренсе çитсе кĕнеке вулăр, хытă çĕре кăпăк тăвăр. Ала 62. Пурте ларса çитсен, когда все усядутся. Ib. 80. Ĕçсе-çисе çитсессĕн, вырттарса çывратрĕç старике. Чăвашсем. Çутăлса çитсен, когда рассвело (-ет). Пĕтĕмпе тĕттĕм пулса çитсен, когда совсем потемнело (-ет). Виçĕ пус. 17. Начарланса çитет. В. С. Разум. КЧП. Микулай ӳссе çитнĕ. О сохр. здор. Пирĕн ĕçе çавăн пек: тасалса та çитме çук (т. е. не находишь времени привести себя в порядок). N. Çамрăк ачасем салтака кайиччен нумай вĕренсе çитеççĕ. N. Мĕнле ку чиновниксем, улпутсем пит „кăмăллă“ пулса çитрĕç? N. Килсе çитнĕ. N. Пурăнсан-пурăнсан, хай чир чиперех пусмăрласа çитет. N. Начарланнăçем начарланса çитнĕ. Чума. Вăй-хăвачĕ пĕтĕмпех пĕтсе çитнĕ (у нее). N. Выльăхсем самăрланса çитрĕç. Цив. Çырмана лашасене тытма пырса çитрĕ. Н. Сунар. Вăл ман пата чупса çитсе (подбежав), мана калар. Бес. чув. 4—5. Ун çинчен: ку пуйса çитрĕ, теме те юратьчĕ. N. Кунта халăх пайтах пуçтарăнса çитнĕ иккен. СВТ. Тата ача пĕр-пĕр чирпе чирлĕ пулсассăн та, сывалса çитиччен ăна шатра касма юрамасть, теççĕ. Альш. † Ӳссе пĕвĕм çитсессĕн, эпĕ усал пултăм-и? (Хĕр Йĕрри). N. Вĕсем мана эпĕ аптăраса çитнĕ вăхăтра кклсе тапăнчĕç. N. Курăк ирхине чечеке ларса çитет. N. Сан хаярлă-хунтан хăраса çитрĕмер. N. Сывлăшăм пĕтсе çитрĕ. N. Шăп тăват сехет тĕлне килсе çитрĕ. Пришед ровно в четыре часа (секунда в секунду, без опоздания). || Быть готовым (доходить до того, что...). Юрк. Хăшне пăхнă, ăна, юратлипе ытараймасăр, чуп-туса илессе çитетĕн. Н. Шинкусы. Тем парасса çитнĕ. Был готов отдать не знаю что. См. ахаль ту. БАБ. Юман хăй тĕреклĕ, çирĕп те, кăмпи те хăватлă теççĕ, курăнать; таçтан илессе çитеççĕ сассим (готовы взять откуда бы ни было). || В чувашизмах. Четыре пути. Çитĕнсен евчĕсем ăçтан çитнĕ унтан (отовсюду) пыра пуçларĕç. N. Ăçта çитнĕ унта, куда ни пойдешь — всюду... N. Ăçтан çитнĕ унтан, со всех сторон, отовсюду. ТММ. Ăçтан çитнĕ туйăма, кушак пуç пек хыпама.

çите

дееприч. слитное от çит. N. Кайма вăхăт çите пуçларĕ. Чаду-к. Лашана тупрăм та, утлантăм, каятăп, пĕр кĕпер патне çитех тăнă (вдруг подьехал). || В срав. степени, иногда с афф. твор. падежа. См. Оп. иссл. чув. синт. II, 17. ТХКА 78. Асатте сĕлĕ миххине улăм чикнĕ те, улăма спичкĕпе вут тивретнĕ. Хăвалакансем çитерех парсан (когда приблизились), çул çине, мăкăрланса çунакан миххе вĕсен лаши умне йăлт ывăтнă. N. Пӳрт алăкĕ умне çитерехпе. Регули 299. Яла çитерехпе (когда я приблизился или мы приблизились) хĕвел ансах ларчĕ. Урмай. Старик качакасен пӳрчĕ патне пăрçа хăмăль тăрăх хăпарса çитерехпе тарт! пăсарса ячĕ, тет. Регули 1376. Яла çитерехпе (приблизившись к деревне) илтрĕм кăçкăрнă сас. || До (посделог). НАК. Эпĕ çав охоттăра ирхи апатран пуçласа хĕвел анас вăхăталла çитех çӳресе те пĕр кăвакал анчах тыттăрăм. ЧП. Сĕм вăрманти вăрăм чăрăш кутне çитех лăс турат. N. Ăна пĕтĕмпе салатса пăрахнă; аллисемпе урисем, пуçĕ таçта çите ывтăнса кайнă. || С усилит, частицей „ех“ указывает на действие, совершившееся вдруг, неожиданно, или быстро, или как раз в известный момент, или без долгого обдумывания. См. Оп. иссл. чув. синт. II, 9. Чав. й. пур. 22. Хĕр килне çитех тарнă иккен. Ib. 20. Иванĕ çавна çĕклесе пынине илтсен, килне çитех тарнă вара (убежал домой). Истор. Лешсем ăна та пăхман, Воронцова Костромана çитех янă. Ib. Папа патне çитех тарнă. Ib. Мстислава пит аякри хулана, Тмутаракане çитех янă.

çитер

понуд. ф. от гл. çит; доставить, довезти. Шурăм-п. Лаши аран утать, Ишеке ултă сехетрен тин çитерчĕ. Регули 81. Ман онта çитерес, онтан вăлсам исе каяççĕ. Б. Ятгильд. † Пичче мана усатса яр, уй-хапхи патне çитерсе яр. Юрк. Часах Карачăмне хыпар çитереççĕ. Кратк. расск. 20. Сывă халлĕн сан патна çитермесессĕн, санăн умăнта эпĕ ĕмĕрех айăплă пулăп, тенĕ. Пазух. Çичĕ тавлăк хушшинче çитмĕл киле çитерчĕ. Альш. † Чĕнтĕрлĕ кĕпер урлă каçарăр, çитес çĕре çитиччен çитерĕр. || Доносить. N. Ман сăмаха итлемесессĕн, сан çинчен уеса сăмах çитерĕп, тенĕ. || Доставлять. Тайба-Т. Кан. Хаçат-шурналсене вăхăтра çитерсе памасть (не доставляет). || Заставлять ходить, отсылать. N. Сĕтел кутĕнчен сĕтел кутне çитерет. Заставляет ходить от стола к столу (в канцелярии, не обьяснив толком, куда надо обратиться). || Удовлетворить. N. Вĕсен кăмăлне мĕнле çитерес-ши? || Сделать так, чтобы было достаточно. Юрк. Хуларан килнĕ тăванĕ укçапа таврăннă-тăр, тесе шухăшласа, хулара пурăнсаттăм, хулари пурăнăç пит кансĕр пулчĕ: куллен укçа кирлĕ, ниепле те укçа çитерсе пулмаст. Ирĕксĕр киле килтĕм. Кунта эсир ялта аван пурăнатăр пулĕ? тет. N. † Сиртен ытла савнă çыннăм çук, çитмен пулсан çитерĕр. Такмак. Çитмен пулсан çитерĕр, ытла пулсан ан айăплăр. || Ск. и пред. чув. З6. Çавăн пек хитре хĕре те тиркесессĕн, çын кулĕ. Çитменнине чĕлхи-çăварĕ тата ытла çитерет. || Истратить до копейки. Кан. Гата ӳсĕрличчен ĕçсе икшер лашапа урам тăрăх чупса çӳреççĕ. Çапла пĕтĕмпе 600 тенкĕ укçана çитереççĕ те, çĕрне кăлармасăрах, киле (домой) пăрахса тараççĕ. || Напастись. N. † Пирĕн аттен виç ывăл, ăстан калош çитерес (где напасешься на них калош!). || Исполнить. N. Вăл санăн ĕмĕтленнĕ ĕмĕтне çитертĕр. N. Халĕ ĕнтĕ вăл сирĕн пӳрнĕ ырăлăхне çитерсе пачĕ. N. Хăй çинчен каланине те туса çитернĕ (quaecumque de ipso praedicta errant implevit). || Доводить до... N. Хăйне хĕнесе суранлантарса пĕтернĕ те, вилес патне çитерсе пăрахса кайнă (избили чуть не до смерти, бросили и ушли). Орау. Ма апла нумайччен тытать-ши вăл? Çур-çĕре çитересех темеçт-и? Зачем он так тянет? Не хочет ли просидеть до двенадцати? N. Алла çамка çине, кăкăр çине, тата хул-пуççисем çине çитерменни аван мар. || Довести до конца (время). Яргуньк. Килте çав ача амăш макăрса çулталăк çитерчĕ (проплакала год), тет. Яжутк. Шăнкрин вара çулталăк çитерсе тухрĕ, тет. Толст. Пĕчĕкçĕскере, ниепле те урана çитерсе пусаймарăм. || Успевать. Изванк. Ĕлĕк пирĕн ялта кунран-кун выльăхсем нумайçем нумай вилсе пыраччĕç. Пытарса çитерме те çукчĕ (не успеваешь хоронить). || В качестве вспомог. гл. К.-Кушки. Епле эсĕ сехете ку кунччен упраса çитертĕн? Как ты сберег до сих пор часы? Кан. Халăх хушшинче ĕçлесси майланса пырать, çулталăк хушшинче таврари хресченсен выльăхне кăтартса çитернĕ. Изамб. Т. Эсĕ ку япалана киле çĕклесе çитереймĕн (не донесешь). ППТ. Шăтăкне çăварĕ патне чавса çитерсен (когда дорыли), тахçан та ан çухалтăр тесе, пĕр патак лартса хунă. Н. Карм. Кашкăр çиленсе çитнĕ те, калать: сана тавлашса çитереймĕн (с тобою не наспоришься). N. Пурне те тӳссе çитерекен (претерпевший) çăлăнĕ. N. Унăн пур йăнăшĕсене те кам пĕлсе çитерĕ. Тораево. Хăнисем тĕлĕннĕ: ку ухмах йăван ăштан тупса çитернĕ (откуда он все это достал). N. Вĕрентет пире вырăсла: пĕтĕмпех пĕлсе çитерейместпĕр (всего-то не познаем). Ала 98°. Кашнă çын килне кĕрсе çитеримастăн полсан (если не имеешь времени заходить в каждый дом), çынсен алăкĕсем патне анчах пырса чĕн.

çити-çитми

близко, недоходя. Ала 100°. † Çимеккасси хĕрĕсем çити-çитми пыраççĕ. Ст. Шаймурз. † Ай-уй мăнтарăн телейĕ, çынна çити-çитми тăрат-çке (никак оно не может сравняться с счастьем других людей). Бижб. † Ай-хай-ах та мăнтарăн пурнăçĕ, çынна çити-çитми тăратат-ĕçке. || Скудный. К.-Шемяк. Ак çаках çити-çитми ĕçкĕ пушшех ăйха пустарат. От этой скудной выпивки (только) пуще ко сну клонит. ЙФН. † Çити-çитми пурнăçпа çичĕ çуркамран пӳрт турăм. N. Çити-çитми пурнăçпа пурăнса çитет, халĕ, ватлăхра, тулăх пурнăçпа пурăнса ыр курас. || Бедняк. Самор. † Çумма ларас инкем пур, лаша тытас тетем пур, çичĕ ютпа каймăп-ха; çичĕ ютпа каймашкăн çити-çитми хĕрĕ мар, пĕр пуянăн хĕрĕ эпĕ, пĕр хуçанăн хĕрĕ эпĕ.

çитсе тăр

подойти, подьехать. Кан. Эп те çитсе тăтăм. N. Хăйă çутти йăлтăр курăнчĕ. Çитсе тăтăмăр (подъехади). || Являться. N. Эпĕ унта кашни уйăхра тенĕ пекех çитсе тăтăм. Я являлся туда почти что каждый месяц. Я являлся туда (ездил, ходил туда) почти каждый месяц. || Быть довольным, достаточным. Юрк. Пĕр авка çак сăмахсемпе çитсе тăрам. N. Халь çитсе тăтăр-ха. Пока довольно (больше пока не пишу). || Подоспевать. N. Çитсе тăр.

çитмĕл

(с’итм э̆л’), семьдесят. Ст. Шаймурз. † Савнипеле савни савăшнă чух, çитмĕл рай алăкĕ уçăлчĕ. Якейк. † Çичĕ пуслăх хĕрĕшĕн çитмĕл хуçăк полтăмăр (изломались, искривлялись, т. е. ташласа и пр.). КАЯ. Çитмĕл те çич тĕслĕ таса курăк. (Из моленья). БАБ. Унтан хама шăтăкран пăхма хушрăç. Эпĕ пăхрăм та, çитмĕл те çичĕ тĕслĕ япала куртăм. (У чуваш: çитмĕл те çичĕ тĕслĕ этем, çитмĕл те çичĕ тĕслĕ выльăх çĕр çинче). N. Çул çине кайсан та, ир тăрсан та, каç выртсан та çитмĕл те çичĕ тĕрлĕ куç, çитмĕл те çичĕ тĕрлĕ этем, çитмĕл те çичĕ тĕрлĕ кайăк, çитмĕл те çичĕ тĕрлĕ сенкер-сехмет, çитмĕл те çичĕ тĕрлĕ хаяр-усала сир. (Моленье). ТХКА 74. Масар çинчи çĕнĕ вилĕсене шутлатăп та, çĕнĕ вилĕ пурĕ икçĕр çитмĕл те ытла кăçал пытарни. N. Çитмĕл пилĕкшерлĕх кивĕ укçа (монета по 75 денежных единиц). || Двадцать копеек серебром. Панклеи. Атти, тăрса йорлам-и? Хĕреслĕ тенкĕ парат(ă)н-и? Çине çитмĕл парат(ă)н-и? Ib. Илсе тавăрнтăм та, тирне сӳсе виç тенкĕ те виç çитмĕле (за З руб. БО коп.) соттăр-и, тет. Собр. Тăват кĕтесре тăват сĕтел, тăват сĕтелре тăват çитмĕл, тăватă çитмĕл пулмарĕ, атте ачи пулчĕ.

çулă

çуллă, масляный, жирный, сальный. Тим. Пазух. Çулă-çулă хур-ашне эпĕ турам (накрошу), эсĕ çи. Аттик. Çулă пашалу.

çу-каçа

в течение лета. Çĕнтерчĕ 7. Çу-каçа виççĕн тан ĕçлени ахалех сая кайрĕ. Чт. по пчел. № 17. Çирĕм вĕлле пулсан та, çу-каçа хуртсем таврашĕнче тавлăкра пĕрер сехет (по часу в сутки) ĕçлени çитет. ТХКА 39. Çу-каçа вĕсем тата тӳрленчĕç, ӳсрĕç, амăшĕ пекех пулчĕç. N. Эпĕ ĕнтĕ килти хыпара пĕлменни пĕр çу-каçа карăм (так!).

çу

(с’у), мыть. Ядр. † Хура-курак тăриччен хуран çуса çаксассăн, пирн атине эс юрăн. N. Пите çăл вăлашки çинче çурăм. Я умылся над колодой у колодца. Орау. Алла юрпа çурăм. Я руки вымыл снегом. Ib. Çума карĕç! Cunnos lavatum profectae sunt. (De mulieribus dictum est, quae lavandi causa ad flumen descenderant). Якейк. Кăмакаран каларсан, çип çума каяççĕ. Ib. Эп ăна çума кайма чĕнтĕм. Ib. Мĕн час эсĕр çип çуса килтĕр-ке? Янтик. Ку хурине (черные пятна) çуса ярас Ib. Çак тĕл-тĕл хурисене çуса ярас. Эти пятна надо смыть. Тораево. Çуса та яримăп, шăлса та яримăп. (Какая-то загадка). N. Чăнах та эсĕ кунĕпех çуман питĕпе (неумытым) çӳресшĕн-и? N. Ĕнтĕ виçĕ уйăх ырăн (= ырран) пит çуса та корман, икĕ уйăх çут-çанталăка тохса çӳремен. || В перен. смысле. N. Кĕпӳ арки вараланнă, çуса ярсам. Альш. † Ман çылăха кам çăвĕ? Кам тупакан çав çăвĕ. (Хĕр йĕрри). || Умываться. О сохр. здор. Куçĕ пăсăлнă çыннăн ытти çынсем çăвакан пит çумаллинчен (из умывальника) çума юрамасть. || О слезах. N. † Эх мăнтарăн самани, мĕшĕн куççулĕпе пите çумалла пулчĕ-ши! || Подмазать, дать взятку. N. Эпĕ ăна çурăм (устроил дело).

çук

çок (с’ук, с’ок), несуществующий; часто передается русским нет. КАЯ. Çук вăрманта, шăтман хурăн кутĕнче çуратман мулкачă выртать. (Из наговора). ТММ. Тăван анне пек шанчăклă тус çук (с русск.). Изамб. Т. Эпĕ ик-виç кун йĕре-йĕре шырарăм; çук, тупаймарăм (нет, не нашел). N. Кунта та ыриях (= ырриех) çук. И здесь ничего хорошего нет. Регули 536. Çок, эс мана олталимăн! Нет, ты меня не обманешь! Якейк. Конта мана çиман çынĕ çок. Здесь обо мне все злословят. N. † Пирĕн улăхра (чит. улахра) Якку çук, куçа-куçăн пăхасси çук (вар. мăйăр чиксе тухасси çук). N. Пирĕн валалла ĕмĕтленмели çок ĕнтĕ! (Гов. старик о своей дальнейшей жизни). Нюш-к. Ним çукран (от нечего делать) нимĕр (или: ним çукран нимĕр çиес. Поговорка). Регули 356. Эп пытăм онта; старик килте çокчĕ (старика не было дома), вăрмана кайнăччĕ. Ib. 405. Вăл паян чӳркӳре çокчĕ (чуркӳре корăнмарĕ). Ib. 421. Онта утсам çок, онта пăлансам анчах. Ib. 423. Эп çок полăп онта (у др. эп унта пулмăп). Ib. 27. Эп паян каймаллаччĕ, утсам çок полчĕç (не случилось лошадей). Ib. 1230. Халь окçа çок полчĕ (не случилось денег), эп она ӳлĕм килме каларăм (велел). Ib. 45. Онта нимĕн çок пăхмалли. Там смотреть нечего. Баран. 100. Типĕ кунсенче ĕççыннине унсăр пуçне (без овощей) пурăнма та çук. Вомбу-к. † Тохас текен хĕр пор-и, илес текен ачи пор, лаç пор, лапас пор, ут çок та пӳрт çок. (Авалхи туй юрринчен). Кан. Вĕллесенче пыл çителĕклĕ çук пулсан, хуртсене сахăр шывĕпе тăрантмалла. Слакбаш. Унта йытти те çук! Там нет ни собаки! (т. е. нет никого). Изамб. Т. Сирĕн ĕçĕртен те çук, вăййăртан та çук. У вас нет ни работы, ни игры (ни уменья играть). N. Ура-алăсем, пилĕк-çурăмсем пĕрте çук (т, е. болят, отказываются от работы). || Пустой, ложный. Собр. Пире курайман тăшмансем çук сăмахсене пур тăваççĕ (измышляют ложное). || Не стоит. Орау. Ăна тумаллăх та çук. Ib. Унта калаçмаллăх та çук. Ib. Ăна памаллăх та çук, час паримасть вĕт вăл калле (не скоро отдаст). || Употребляется во многих чувашизмах. Орау. Кăçал çуркунне тырă пулмасть, тесе, никам та калас çук (никто не скажет). N. Вĕсем тӳрленесси çук ĕнтĕ. Им уже не исправиться. Юрк. Вăл туман пулсан, эпир нимĕн те тăвас çук. Кабы не он, мы ничего бы не поделали. N. Кăнтăрла ăсене те тухма çук, пире те тухма çук. N. Илессӳ çук эс мана. Ты меня не возьмешь замуж. Регули 379. Эс она йăтас çок. Тебе его не поднять. Ib. 75. Эсĕр ĕçлес çок. Вы не будете работать. Ib. 70. Манăн паян ним те ĕçлес çок. У меня сегодня нет никакой работы. Ib. 76. Эп ĕçлес çок конта. Я не буду здесь работать. N. Хăйсем тăранни çук, варланни, путни анчах. Они не наелись, а только перепачкались и перевязли. Янтик. Ман кунта никампа калаçмалли те çук. Мне здесь не с кем говорить. Ib. Ман кунта ним сăмахламалли те çук. Мне здесь нечего (не о чем говорить). Ib. Ман кунта никампа калаçма та çук. Мне здесь не с кем и поговорить (ни с кем не надо говорить). Якейк. Ман паян ниста та каймалли çук. Я сегодня никуда не должен итти. Ib. Нистан та ман окçа илмелли çок. Мне неоткуда взять денег. Ib. Ман никам патне те тохса çуремелли çок. Мне не к кому сходить. Сред. Юм. Эс хôлана амма каян? — Ахалех, корма çиç каяп.— Корма çиç каяс пôлсан ôнчол çӳресси те çôк (нечего и ходить, нет необходимости и итти). Чăв. и. пур. З. Эрех пулсан, пурте пулать: çука та пур тăваççĕ, курнине те курман пулаççĕ. N. Вуник тенкĕсĕр çук. Дешевле 12 руб. не окупишь. Без 12 руб. не обойдешься. N. Манан конта никампа поплесе кăмăла оçма (развлечься) та çок. ЧС. Халь курас килет те, халь çук ĕнтĕ курмалли. Пазух. Эп вăрмана карăм çук (не хаживала), кукăр йывăç касрăм çук (не рубливала); эп усала карăм çук (не выходила), усал çумне выртрăм çук (не лежала). Усал çумне выртиччен, ыррăн ури-вĕçне вырт. Орау. Вăл ахаль калаçать, унăн ăна тăвасси те çук. В. С. Разум. КЧП. Мĕн туса çӳрен унта (зачем ты будешь ходить в школу), вĕренессӳ çук сан (не будешь учиться), эсĕ ахаль ĕçрен таратăн. N. Ырă йывăç усал çимĕç кӳни çук. Не бывает того, чтобы хорошее дерево принесло дурные плоды. Ау 169. † Шурă хăва каснă çукчĕ (не случалось рубить), ывăнтарчĕ хулсене; йывăр хуйхă курнă çукчĕ, çурчĕ çамрăк чĕрене. Собр. Кирек те хăш пӳрнене çыртсан та, ыратмасăр çук (непременно заболит), теççĕ. (Послов.). || Нельзя. N. Çырмалли тата нумайччĕ, анчах кунта нимĕн те çырма çук. Альш. Унтан вара Пукрав ерни тухмасăр ниçта кайма та çук. N. Унта каймасан çук. Нельзя не пойти туда. N. Малашне те çапла пулас пулсан, пĕтрĕн вара!... кăна мĕнле те пулсан тумасан çук (как-нибудь да надо сделать). Орау. Ачи аван вĕренет, ятлама çук. Мальчик учится хорошо, похаять нельзя. Коракыш. Хамăн каймасăр çук-ха, хамăн каяс-ха. Мне необходимо итти (туда) самому. Убеева. Манăн вĕренме каяс килет, анчах аттесенчен иртме çук, тет. Кан. Ача-пăча кĕнекине кун пек йăнăш ярса тултарнине чăтма çуках (нельзя выносить). О сохр. здор. Ĕçлекен çыннăн канмасăр пурăнма çук (без отдыха нельзя жить). N. Курăса (курса, курс) никам аллине пама çук (поручить некому). Альш. Тырă пулнă кăçал калама çук аван (несказанно хорошо). || N. Сан тăшманусем пултарас çука шухăш тытса тăраççĕ. || Недостаток, нужда. ЧП. Эпĕ çамрăк пĕве ӳстертĕм çук та пур хушшинче. N. Çук пирки тарăхса пурăнаççĕ (бедствуют). || Бедный, неимущий. Хора-к. Пор поршăн коллянать, тет, çок çокшăн коллянать. Ск. и пред. чув. 71. Анчах асту: Михетер хĕрне памаст çукалла (в бедную семью). N. Тăван-йыш, хута кĕрекен хуйхăлă чух пулăшать, çука пани вĕсенчен те ытла çĕклет. N. Çуксем, бедняки. || Бедность. ТММ. Çукăм çукпа пултăр, пуррăм хампа пултăр. Ib. Пуянлăхăм пур, çукăм çитмест. (Поговорка). || Пустяки. Юрк. Унта çукпа кун ирттерсе лармалла тăватăн (заставляешь проводить день за пустяками). Ib. (Хаярскер) вĕсене те хăш чухне çукшăн (из-за пустяков) ятласа пăрахат. Орау. Çукпа хăтланмаçть. Пустыми, бесполезными делами не занимается. Ib. Çукпа çӳремеçт. За пустяками не гонится. N. Епле эсир мана çукпа йăпатасшăн? N. Ĕçсĕр ирттернинчен ытла тата çука калаçакан, тĕпчесе çӳрекен пулса каяççĕ. N. Мана курма тесе кĕрекен çука калаççĕ.

çук çул

голодный год. Кратк. расск. 16. Çук çулсем пурăнма йăвăр. N. Эпĕ сире çук çулсем çинчен пĕр-ик сăмах калас тетĕп. N. Çук çулта асап курнине, кунта çырмасан та, аван пĕлетĕр. Юрк. Çук çул пулат. Наступает голодный год.

çукан

то же, что çăкăн? Юрк. † Ӳкĕнсе çукăнса эпĕ пыраттăм, турă çырчĕ (сирчĕ?) манăн пуçăмри шухăшма.

çул

çол (с’ул, с’ол), год. Альш. Çакă улт-çичĕ çул хушшинче, за последние за эти 6—7 лет. Ст. Чек. Укçипе пĕр çул вăкăр, пĕр çул тына илеççĕ. N. Пин те пилĕкçĕр аллăмĕш çулсенче, приблизительно в 1550 году. Н. Карм. Ефим пичче вилни икĕ çул ытла ĕнтĕ (уже больше двух лет, как...). ТХКА 69. Выçлăх çулне, ытти ачасемпе пĕрле, ман шăллăма та Мускăва илсе кайнăччĕ. Чт. по пчел. № 17. Пĕр сакăр çул пулĕ, лет восемь тому назад. N. Çтена çине кашни çын ячĕпе (во имя), вун çул иртсен вилнĕ çынсен ячĕсемпе пĕрер çурта лартаççĕ. Чăв. й. пур. 5. Пĕр виçĕ çул хушшинче (приблизительно за три года) пирĕн ял пит улшăнчĕ, ĕнтĕ. Изамб. Т. Авланни тăватă çул иртсен, через 4 года после женитьбы. N. Вĕсем икĕшĕ çул сиктермесĕр çуралнă. Они погодки. Ала 25. Иван, эпĕ сана ырăлăх турăм, эсĕ те мана виçĕ çулсăр ан ман. Сред. Юм. Куккук алтнă чохне: эп вилесси миçе çол, çавăн чол алт, теççĕ. (Поверье). Кан. Хусанта, клиникре, 10—12 çулсем куçсăр пурнакансене те тӳрлетсе яраççĕ. Ib. Вăл амана (пчелиную матку) унтан илсе, ик çул çине кайнă ама (матку) ямалла. N. 1850-мĕш çулсем персе çитнĕ: тĕне кĕмен чăвашсем авалхи чăваш тĕнĕпех пурăннă, тĕне кĕнисем пĕтĕмпех тутар енелле сулăна пуçланă. Виçе пус. 6. Пĕр вырăна çул сиктермесĕр тырă хыççăн тырă акса тăрсан, çĕр тăнчах хăрса, начарланса юлать. N. Сыв пул, тăванăм, нумай çула! Шибач. Виç çола кĕрчĕ ĕнтĕ — кайман. Уже третий год, как не ездил. || О возрасте. Орау. Ик çул çурхи ача. Ребенок двух с половнной лет. Ib. Пилĕк çула çитесси тата ик уях-ха. Остается два месяца до пяти лет. Юрк. Çулă авланма çитнĕ. Ты уже жених (тебе пора жениться). N. Ман çак ача виç çолшĕнче (по третьему году) тин отма поçларĕ. N. Вăл çирĕм çул тултарнă. Ему уже двадцать лет. N. Вăл çирĕм çула çитнĕ. Ему двадцать лет. N. Санăн аслаçу сакăрвунă çултан та иртнĕ пулĕ (т. е. ему за восемьдесят). Баран. 158. Час-часах уяр çулсем те килкелеççĕ. N. Ытлашши кунлă (высокосный) çул (ытла кунлă çул). N. Çул — год (возраста), пропускается в выражаниях: çирĕме, çирĕм икке çитсен; эсĕ миçере? — Утмăла çитнĕ, утмăла пуснă (60-ый год , утмăлтан иртнĕ, утмăлсенче пур-тăр (60-ти лет, а м. б. и больше), утмăлсене çитнĕ (лет шестьдесят, но не больше?), утмăлсем патнелле çитсе пырать пуль ĕнтĕ. Янорс. Мана тăхăр çул çитсен, эпĕ вара вăтана пуçларăм. Ивановка. Эпир Хусан кĕпĕрнинчен куçни пĕр пилĕк-улт çул иртсессĕн, пирĕн яла шкул лартса пачĕç. Ib. Çула эпĕ Чĕмпĕре прошени ярса пăхрăм та, мана калла, çул иртнĕ (прошли годы, слишком стар), тесе, çырса ячĕç. Трень-к. Мана аттепе анне, эпĕ çичĕ çул тултарса саккăр çула кĕрсенех (как только мне пошел восьмой год), хут вĕренме пачĕç. Симб. Эпĕ хама хам астума улт-çич çултанпа тапратрăм. Я помню себя лет с шести-семи. Ib. Вĕсем вĕренсе тухсан, эпĕ те тăхăр çултанпа (с девяти лет) шкула çӳре пуçларăм. М. Карач. Эпĕ астăватăп хам пĕчик чухнехине пилĕк çултан. Я помню себя с пяти лет. Альш. Эсĕ ачăна илме тепĕр çулне кил, ун чухне лайăх вĕрентсе кăларăп, тесе, каласа ячĕ, тет. N. Шкулта первейхи çулне вăл шатрапа (чечепе) чирленĕ. ГТТ. Эпĕ астума тытăнатăп пилĕк çулта чухне. СТИК. Манпа пĕр çулта. Мы ровесники. Ib. Хăйпе пĕр çултараххипе, с человеком, который приблизительно того же возраста. Урмай. Вунă çулта чух, вунçич çулти ача пек (он был). Изамб. Т. Пирĕн ялта пĕр сакăрвун пилĕк çулти (лет восьмидесяти пяти) старик пур. Ib. Шăллăмсем: пĕри сакăр çулта, тепĕри пилĕк çулта. Одному из моих братьев (которые моложе меня) восемь, а другому пять лет. Шинар-п. Ун чухне эпĕ пĕр çичĕ çулта анчахчĕ. Тогда мне было лет семь, не больше. Иваново. Ку ачасем нумай çулта пулман: чĕлхесĕрри пулĕ пĕр ултă çулта (лет шести), тепĕри унтан кĕçĕнни (моложе его) пулнă. N. Эпĕ ун çулне çитес çук. N. Çулĕ çав пулчĕ. Нынче такой год. N. † Çарăмсанăн леш енче хĕвелтен те çутă чечек пур. Шанмасса çулĕ килĕнччĕ. Ах, тăванçăм, уйрăлмасса çулĕ килĕнччĕ! Б. Олг. Каран, пер порнсан-порнсан, салтака чĕнчĕç пичия пин те сакăрçĕр вонвиç çолта. ТХКА 71. Шалта Иванĕ, пирĕн Петтяпа пĕр çултаскер: эпĕр шурă пăтă çиетпĕр, тесе мухтанать, тет, вара... Орау. Кăçалхи çулта, çак иртсе пыракан çулта, в текущем году. Ib. Пĕр ватă суккăр анчах: виçĕ çулта пĕре (раз в три года) вунвиçĕ уйăх пулать, тет. Регули 930. Ку çолта çаплах вăл чĕнсе. ТММ. Аллă çултан — паллă. Ялав. Пĕр çулне (как-то в один год) пирĕн атте саппашкă капанĕсене хураллама кĕрĕшнĕччĕ. БАБ. Миттюс, вăл пирĕн ялсем, старик: пĕр утмăл çула çитнĕ. N. Чарăнма йĕрки çук, тепĕр çулсăр чарăнмаç, теççĕ (война). N. Вăл ман çола çитсе вилчĕ. Он умер в моих летах. Ст. Чек. Çул урлă, через год (аlternis annis). || Возраст, достаточный возраст. МПП. † Савнă тусăм, хура куçăм, илеймерĕм çулăм иртиччен. СТИК. Ун çулне çитес çынсем-и вара эпĕр! Нам-ли уж дожить до его лет. Т. Григорьева. † Ĕнтĕ пĕвĕм те пур, çулăм çук. Янтик. † Пиреех те çырнă çын ачи лартăр халĕ çулĕ çитиччен. Подл.-Шигали. Çавă Шăхальсен, ай, хĕрсем, ларччăр халĕ çулăм, ай, киличчен (до моего совершеннолетия).

çуллăх

çоллăх, промежуток времени, равный году. Панклеи. Эп сана çичĕ çоллăх (на 7 лет) вăхăт паратăп. ЧП. Пĕр укаллă тутăр пĕр çуллăха (его хватает на год). Коракыш. Эпĕ хĕрĕме вуник çуллăха ывханса (= ылханса) ятăм. Ала 17. Пĕр вуник çул(л)ăх та пулин ăвăл ача курасчĕ.

çул

çол (с’ул, с’ол), дорога. Б. Олг. Çола тохсан, ут йăлăнчĕ (= ывăнчĕ). Бес. чув. 1. Ку пасар çул пăсăлас уммĕнхине пурте пĕлеççĕ. Все знают, что этот базар бывает перед распутицей. Орау. Вăрманпа çул пур-и? Ib. Вăрман виттĕр çул пур-и? Ib. Кӳл тăрăх çул çук. Ib. Уйра та çулсем хурала пуçларĕç, çуркунне пулать. Дик. леб. 47. Йывăç лартса тухнă çул тăрăх. N. † Урам йĕрĕ (след моих ног) çул пултăр; çак ял ачи тус пултăр. Регули 20. Килнĕ çолпа кайлах карĕ. Вернулся тем же путем назад. Ib. 637. Çол олăхпа лайăх-и? Хороша-ли дорога лугами? Ib. 1104. Çол вăрманпа каять. Дорога идет лесом. Ib. 1441. Эп каймастăп, çол осал (утсем килте çук.) Ib. 1444. Кăтарт она çол, вăл ак çохалтăр. Ib. 1446. Мана çол кăтартса яр, манăн çохалас марччĕ (чтобы мне не заблудиться). Якейк. Вăрманта çол пит тăвăр (узка): ик орапа тĕл полсан, иртме кансĕр (трудно разъехаться). Ib. Ман тор лаша çол лайăх ертсе пырать. Ib. Çол ик аяккипа та канав пырать. Ib. † Мăн çол çинче опос вырĕс: валти лаши пасарнă, хӳри-çилхи кăвакарнă, сол тытасси йăвăр поль. Изамб. Т. Ул йĕрпе пĕр пилĕк çухрăм кайсан, пĕр çула тухнă. Шурăм-п. Кушак çул татсан (перейдет, пересечет), телей пулмаçть. Ст. Чек. Çула кайнă чух кушак е çын çул урлă каçса кайсан (если перейдет), çул ăнмас, тет. ТММ. Каякана (для идущего) пĕр çул, шыракана çĕр çул. (Послов.). N. Эсĕ каяс çул çинче. N. Çак вăрман хушшипе кукăр-макăр çул каять (идет извилистая дорога). С.-Устье. Эсĕ çул пĕлетĕн-и çак вăрмантан тухма? тет. Салтак калат патша ывăлне: йăвăç тăрне хупарса пăх: хĕш енче çутă пур. Çав енеле турат хуçса пăрах, тет. Патша ывăлĕ, хупарса, турат пăрахрĕ, тет. Кайран, патша ывăлĕ ансан, çутă енеле кайнă, тет. Кайсан-кайсан, пĕр пысăк çурт патне пырса çитрĕç, тет. Коракыш. Вĕсем, çул çухатса (заблудившись), нумай макăрса çӳренĕ. Изамб. Т. Кĕркунне, çул ӳксен (когда установится санная дорога), сутта каяççĕ. Ала 81. Килесси килетĕп те, çул яр мана, терĕ, тет, старик. Поехать-то поеду, но только пропусти. Кан. Пĕр маях çăмăр, тата çул начар тăрĕ. Ала 66. Сĕт çулпа тухса карăмар, çу çулпа килсе кĕтĕмĕр. Сред. Юм. Çôл уçăлчĕ. Дорога теперь открыта. Ib. Çôл сăхă. Дорога тяжела для езды (зимой). Баран. 201. Пĕтĕм çул çийĕ вилнĕ çын пулнă. По всей Дороге валялись трупы. В. С. Разум. КЧП. Çынсем пĕр маях уттараççĕ çулпала. Юрк. Улпутпа лаккей çулпа ларса пыраççĕ (едут в экипаже). Букв. 1904. Çул хура, лавна ху йывăртарах тиенĕ, çапах тата лашуна хĕнетĕн. Альш. Унта та çулсăр çĕртен çӳреме çук. И там нельзя ехать по тому месту, где не проложена дорога. Ib. † Кăçал ыраш пуссисем пит аякра: ялан кукăр çулпалан каймалла. N. Землянкă йĕри-тавра чăрăш турачĕ лартса çаврăннă икĕ ерет, пĕтĕм çул туса пĕтернĕ. Орау. Çул çемçеличчен (юр йăшиччен), до распутицы. N. Çул картланаччен (осенью). N. Çулсем çинче шăнса вилнĕ сала-кайăкĕсем выртаççĕ. || Путь, путина. Кн. для чт. 136. Çул килнĕ майĕпе шăнкăрчăсем кăшт канчĕç те, унтан часрах хирсене, çаранлăхсене çырмасене вĕçе пуçларĕç. N. Мана ама-çури пайтах ылханчĕ: кайма çул, килме вут, тетчĕ. N. Çул çинче тутар мĕн пулассине шухăшласах пырать, тет, теççĕ. (Послов.). М. Тюмерли. Вара, пурте пухăнса çитсен, çула тапранса каяççĕ. Вĕсем кайнă чухне пит шавласа каяççĕ. N. Çол çинче лайăх килтĕмĕр. Сред. Юм. Çôл çӳреме каякан çынна: çôл ăнтăр, тесе, каласа кăларса яраççĕ. N. Москваран Перĕм çĕрне çитесси пайтах çул. ЧП. Кĕркунне пулсан, çуна çӳлĕ ӳксен. КС. Çулне ял тулашĕнчен ячĕç. Заставили ездить проезжих мимо деревни. N. Унтан çул ямаççĕ! Там запрещают ездить! КС. Унтан çул каймасть. Там ехать не надо, не эта дорога. Регули 636. Çол шупа вăрăм. Ib. 31. Вăлсам çол çӳремелли турĕç. N. Çула тухнă чухне, при выезде в дорогу; çула тухса кайнă чухне, в самый момент выезда (выхода) в дорогу. Ст. Чек. Сирĕн патăра кĕме çул килмерĕ (не случилось пути). Ib. Ваня пуян патне кайма çул килмес. Ib. Çула кайнă чух кушак е çын çул урлă каçса кайсан, çул ăнмас, тет (пути не будет. т. е. не достигается цель путешествия). Лашм. † Çӳрен утма ятăм çул çуреме, тытма чĕлпĕр вăрăм пулмарĕ. N. Ырă çынпа çула тухсан, çул иртнине сисместĕн, теççĕ. (Послов.). Альш. Инçе çула хĕр парсан, килни-кайни курăнмас. N. Эсĕ хăвăн чуру Иосифпа пĕрле çула пынă. Янтик. Çул кĕске пултăр тесе, уйăрăлнă чухне пĕри те пуса инçе каять пулсан, тепри ăна: çул кĕске пултăр ĕнтĕ сана, чипер кай, тет. Ир. Сывл. ЗЗ. Çул парах! Кан. Враг. † Хĕрсем çулĕ ăстăльте? Аслă урамăн варринче, хапха умĕнче сак çинче, симĕс сатăн айĕнче, пурçын тĕрри аллинче. Сред. Юм. Çôл питĕрнчĕ. Нигде ходу нет. N. Ыратнине чăтаймасăр, эпĕ çула тăршипех (всю дорогу) кăçкăрса макăрса пытăм. Сунт. Çул çине тухакана укçи те, япали те кирлĕ вĕт. N. Аяк çол, дальняя дорога. N. Пире кирлĕ япаласем çул çинче килме тухнă (уже в пути). N. Кил çулĕ çинче, на дороге домой. КС. Манăн çулĕ уçăлнă. У меня нет препятствий. Собр. † Инçе çултан хурăнташ турăм ĕмĕрлĕхе пĕрле пурăнасшăн. || Проход. Янтик. Халăх ик айккинелле уйăрлса (сирĕлсе), ăна иртсе кайма сарлака çул турĕç (пачĕç). N. Ывалĕ килте мар-тăк — икĕ айкки пĕр çул сана. || Дымовой проход. Пир. Ял. 1928, № 51. Анчах, кăмакан тĕтĕм çулĕ нумайрах пулас пулать. || В перен. смысле. Собр. Куçсăр çын хăй умăнчи чашки çинче те çулне тупаймаçть, теççĕ. (Послов.). Толст. Ку манăн çулпа килмерĕ, ӳссĕр тавăрăнчĕ, курăнать, терĕ, тет. || Назв. духов. N. Унтан кайран турă çулне пăтă, турă амăшĕ çулне юсман паратпăр, теççĕ. || Встреч. в выражении: N. † Вăрманта упа, аннеçĕм, хирте кашкăр, аттеçĕм! Ăçта хурам-ши пуççăма? Çӳлелле пăхрăм — çул çӳлĕ, çĕрелле пăхрăм — çĕр хытă. || Грива? (Срв. тюрк. jaл, грива). Пазух. Хура лаша çулĕсем, пĕкĕрен çӳлĕ пуçĕсем. || Влагалище. Сборн. по мед. Пит хытă ыратнă чух, ача пуçĕ хăвăрт килсе çулĕ çурăласран, ача пуçне кăшт тытас пулать. || Право. N. Манăн çол пор.

çул юлташ

попутчик. П. Сорм. Юман паттăр каларĕ, тет: эпĕ те пырам, тесе. Иван Суволов каларĕ, тет; айта, пыр, çул юлташ (в попутчики).

çол хытти

(х̚ыττиы), твердая часть дороги, дорога (зимою, летом). КС. Çул хыттине суха-пуç кĕмест. N. Çул хыттисенче, халăх çӳрекен çĕрте. Баран. 88. Çулĕ таçта кайман-ха, вăл кунтах, эпĕ çул хытти çинче тăратăп.

çулăн

çолан (с’улы̆н, с’олы̆н), удариться (обо что). Ала 66. Вăрçиччен малтан Иван Суволова лаши вĕрентет, тет: эсĕ пĕре кайсан, урунтан калушна хывса ут вите патнелле, тесе; вите алăкне пырса çулăнсан, эпĕ сиксе тухăп, тесе. Якейк. Эп ĕссĕрпе нимне пĕлмесĕр алăка çитсе çолантăм (ударился о дверь).

çум

çом (с’ум, с’ом), бок. Яргуньк. Эпĕ çума хыпаларăм та, манăн çумра пĕчĕк çĕçĕ пур. Орау. Хĕççине çумне çакса çӳрет (с боку). || Место, находящееся рядом. Регули 1131. Пирĕн ял çомĕ çулла вырăн. || Употреб. в качестве послелога и обозначает больщую близость к предмету. Для различных лиц: çума (çумма), çумна, çумне, çумăмăра, çумăра, çумне, çумĕсене, çумра (çумăмра), çумăнта, çумĕнче, çумăмра (çумра), çумăрта (çумра), çумĕнче (çумĕсенче). В некот. гов. встреч. сан (хăвăн) çомра, сирĕн çомра. Регули 1139. Вăл ман çома кисе тăчĕ. N. Ку хутне сĕтел çумне çыпăçтарăп (безразлично, к какой части, или с какой стороны стола). N. Хĕрес çумне пăталанă. Изванк. Тата кирек мĕн сиен пултăр тесе, çурт çумне пĕр-пĕр çĕре укçа пырса чикеççĕ. N. † Сартумккаран илтĕм сар лаша, Самар лапки çумне кăкартăм. N. Шкул пӳрчĕ çомне çĕр касса панă. Завражн. Ман çомран пĕр виç аршăн аякра утса пычĕ (шел рядом аршина на три от меня). Толст. Çынсем çунисем çумĕнчен (рядом с..) тумтир çухисене тăратса утса пыраççĕ. N. Тата урапа тул(к)кисене Рамансен çумне çакнăччĕ те, вара Михаил Павлов манăн урапа тул(к)кисене исе кайнă. Кĕвĕсем. Савни, çумна кĕмесен, сăмах ан хуш, куç хĕстер. Тайба-Т. † Чипер ача кулянат савни çумне кĕменрен. N. Вут çумне, сулахай енне сĕтелпе тенкел лартаççĕ. N. Шкул çумне темĕн тĕрлĕ аван анкарти, тата пахча туса хучĕ. Регули 1138. Пирĕн çомра (рядом с нами) порнать; вăл ман патра (у меня) порнать. Ib. 1136. Кăмака çомĕнче (у печи) тăрать (выртать). Ib. 1134. Йăвăç çомĕнче (йăвăç айккинче) çакăнса тăрать. Висит на дереве. Юрк. Юпа çумне ăвăс çурта çутса лартаççĕ. Пазух. Хăйĕ ларать хурăн, ай, тăрринче, çунаттисем пĕлĕт, ай, çумĕнче. МПП. Пыршă çумĕнчи çу. Юрк. Ачана мĕшĕн йĕртетĕн, кӳр-халĕ хама, тесе, хунямăше йĕрекен ачине хăй çумне (хăй аллине) ыйтса илсе йăпата пуçлат: апу, ачам, мĕшĕн йĕрен, ан йĕр! Ачи аван иккен, ашшĕ пекех! тет (упăшки салтакра чухне пулнă ача çинчен). Регули 1140. Орăх утсам çомне кӳлтĕм; орăх утсам патне ятам. Ib. 1132. Йăвăç çомне тăратрăм. Ib. 1133. Ман алă çомне çипĕçрĕ (= çыпăçрĕ). Козм. Пăраххот кантор çомне ларат (пристает). Тăв. 35. Иртнĕ вырсарникун Карук вăйăра ман çума кĕнĕччĕ. Истор. Ун çумне сыпса тата пысăк çурт тутарнă. N. Утă çумне кăкарса таки ан тытăр. N. † Сарă варăм хĕрсене хамăр çомала лартрăм. Шибач. Контине (свое лукошко) йоман çомне çакрĕ те хварчĕ. Регули 1135. Орăх тавраш çомне хотăм. ТХКА 105. Ман пуртă тикăра çурмаран касса татса, пĕр хыр çумне (в сосну) тăрăнса ларчĕ. Хыр çумĕнчен пурта кăларса илтĕм. Рук. календ. Квитанция çумне (к квитанции) пичет пустар. Ст. Шаймурз. Ăйхăран вăраннă çĕре сĕтел çумне çырса хунă. Когда она проснулась, нашла надпись... О сохр. здор. Ерекен чир сывă мар çынăн ӳчĕ çумĕнче анчах пулмасть, унăн кĕпи-йĕмĕ çумне... те çыпçăнса юлать. Юрк. Стена çуммĕнче пĕр кĕсле çакăнса тăнине курсан, пĕр вырăсĕ çав кĕслене аллине илет те, тытăнат кĕсле калама. Ib. Çтена çумĕнче вĕсем тĕлĕнче кĕлетки çакăнса тăрат. Кан. Куславкка урамĕсенче, çтенасем çумĕнче: индустри зайомĕ облигацийĕсене илĕр, тесе, çырса пĕтернĕ. N. Сулахай пĕçĕ çумчен шенеле çĕмĕрсе карĕ, ӳте кăшт анчах лекмен. N. Ман çĕлĕк çумĕнче сан мĕн ĕç пур? N. Уруна хорăн çомне хырса тасат. Хорăн çомĕнче тасат. Кан. Çуртсем çумĕнчи вывĕскăсем çине чăваш чĕлхине темле те кукăртса çырса хунă (написано искаженным чув. языком). N. Çтина çумне çырса хăварсаттăм. N. Арча çумне питĕркĕç тунă. К сундуку приделали запор. N. Урана йăвăç çумĕнче хырса тасатрăм (выскоблил, вычистил). Н. Кожары. Çĕççе кăмака çумăнче хырса çивĕçлерĕм. N. Ман урасем пылчăклăччĕ. Эпĕ карăм та, юпа (хурăн) çумăнче тасатрăм. N. Юпа çумне кайса тасат уруна. N. Хурăн çумăнче уруна тасат. (Это верно). N. Урана картлашка çинче тасатрăм. Н. Лебеж. Çурçĕр тĕлĕнче çумран (с моей постели, буквально „от меня“) тăрса карĕ. Артюшк. Туратне пĕрене çумĕнчен касса пăрах. Очисти бревно от сучьев. Орау. Ах, мур! сан çулăнта çынсен ачисем пурăнăç çумне кунĕн-çĕрĕн ĕçлесе хушаççĕ, эс пуррине салатан. Ах, ты, дрянь, в твои годы другие уж зрарабатывают, а ты все теряешь! || Указывает на нахождение предмета при ком-либо, т. е. за пазухой, в кармане и пр. Ау 13°. Пуртине çумне çакрĕ, тет. Хора-к. Пуртă илтĕм, çумма чикрĕм. Юрк. Кĕрӳшĕ куркинчи сăрине ĕçсен, укçине хăй çумне илет. Регули 1141. Ман çомра (при мне) окçа пор. Юрк. Карчăк, укçана акă эпĕ кунта, ешчĕке, хутăм; хампа пĕрле çумра ярмуккана илсе çӳресен, кăларса-туса илесрен хăратăп. Якейк. Виççĕр тенкĕ окçам çомăмра (при мне). Микушк. Арчи уççи анне çумĕнче (у матери, при ней, напр., в ее кармане и пр.). N. Çомма окçа похасшăн, чтобы собирать деньги. Тяптяева. Эпир сутса (лошадей), сана укçине парса, хамăр çума виçĕ пус хăварас тесе, шухăшларăмăр. Хорачка. Кĕçĕн-кĕрӳ кăчкăрса çӧрет: атьăр тоя! Арăм пор-тăк, арăмне илĕр çома, арăм çок-тăк, волашка илĕр (кĕпе волашки), ачи пор-тăк, ачине илĕр, ача çок-тăк, токмак илĕр. Панклеи. Йолашкине çомне чикет. Остальное взял с собою. N. Вулăсра укçасене пăхса тăракансем укçасене хăйсем çумне илнĕ. Кан. Пĕрин çумĕнче те хĕрес кураймăн. Якейк. Хора шарçа килĕшет, çома (на себя) çаксан килĕшет. || Вместе с..., попутно. Альш. Ăна (их) вăрçтаракансем çумĕнчен пĕр-икĕ ăса кӳртекен те пулат... Ib. Тепĕри татт ун çумĕнчен ача-пăча тăманнипе тертленет. Ib. Каччисем каяççĕ хĕрĕсем патне уллах пăтти çиме. Пăтти çумĕнчен ăна-кăна тупат, сĕтел çине хурат. Ib. Арăм çумĕнчен хĕрĕ те йĕрет вара. Ib. Православный праçник çумĕнчен тата унăн хăйĕн авалхи йăлине хисеплемелле кунĕсем те пур. Чăв. й. пур. 16°. Çапах та кунăн тетĕшĕ пурăннă пулсан, ун çумĕнчен пурăнма ăна çăмăлтарах пулнă пулĕчĕ. N. Ун çумĕнчен ерипе пуп ывăлĕ те тиечукпа улах тăрăх çĕр-хута сĕтĕрĕнсе çӳреççĕ. || В сравнении с... Орау. Ун çумăнче вăл ним те тăмаçть (ним те мар, не стоит). N. Ăвăс вутă юман вутă çумĕнче çур хакпа анчах çӳрет. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 25. Çав шапасем ытти шапасем çумĕнче пит чипер пулнă. || За. Тайба-Т. † Утма ăçтан кăкарас? Улма-йывăç çумĕнчен. N. Манăн лаша юпа çумăнче кăкарăнса тăратьчĕ.

çумăр

çомăр (с’умы̆р, с’омы̆р), дождь. См. çăмăр. СТИК. Тен çумăр çăват-и кĕçĕр; пĕлĕтсем хура-хура туха пуçларĕç. Смотри, как бы сегодня дождь не пошел, все собираются черные тучи. N. Икĕ уйăхран (через два месяца) аслă вăйлă çумăр килчĕ. ЧС. Вара аслати авăтăрĕ (= авăтрĕ) те, шултăра çумăр ячĕ, кĕтӳ те кӳртĕрĕ (= кӳртрĕ). N. Çумăр çумаллипе çăвать. Дождь идет все сильнее и сильнее. Янш.-Норв. † Çумăр килет хуралса, вăрман çине шуратса. ТММ. Мана кĕтеççĕ, эпĕ тухатăп та, тарса пытанаççĕ. (Çумăр). Зап. ВНО. Çумăр юхтарса çăвать. Идет сильный дождь. Ib. Çумăр çӳпçерен тăкнă пек тăкать. Шурăм-п. Çумăр çӳпçерен янă пек çурĕ. Ib. Унччен те пулмарĕ, пĕр хĕринчен (с одного края горизонта) çумăр кăвакарса тухрĕ. Изамб. Т. Çумăр çуса иртсе кайсан, когда выпадет (или выпал) дождь. Регули 1367. Çомăр чарăнсанах, кайрĕ. Ib. 1080. Çак çомăрта порте йĕпенчĕç. Этот дождь помочил всех. Ib. 1061. Çомăртан (лапраран) каймарĕç. Не пошли, так как был дождь (была грязь). Ib. 806. Çомăр çуни лайăх мар. Ib. 412. Ыран çомăр полĕ (пожалуй будет). Ib. 410. Ĕнер-çомăрччĕ. Вчера был дождь. Сятра. Çомăр кĕрсе карă, тет, Холă кап çомăр çоат, тет. Ib. Кăнтăрлаки çомăр ниме те йорачас, тет (типсе каят), каçхи çомăр анчак калчая йорат. Ib. Ирек корак кăçкăрсан, çомăр полат, тет. Ib. Ой, чивер çомăр çоат, тӧр çомăр. N. Паян çумăр çĕре витерчĕ пулĕ (промочил небось). N. Çумăр витерчĕ мана паян (дал знать). N. Уяв вăхăтĕнче çумăршăн (чтобы выпал дождь) чӳк тăваççĕ, вăл чӳке ачасем тăваççĕ. Ст. Шаймурз. Иртнĕ çумăра юпах тьыхапа ан хăвала, теççĕ. (Послов.). Череп. Çумăр çапса çăват (хлещет). Ib. Çумăр тĕтет (льёт во всю). Ib. Çумăр çунтарат („жарит“). N. Пĕр карчăкпа пĕр старик пурăннă. Пурăнсан-пурăнсан, вăсен ача çуралнă. Вырăс йăлипе, пачăшкă хушнă тăрăх, вăсем ăна тĕне кӳртме чӳркӳве кума тупимасăрах кайнă; ялĕпе те пĕр çын тупиман, мĕшĕн тесен, кума пулас пулсан, чӳркӳве каймала: чăвашсем унта хăшĕ ĕмĕрĕпе иккĕ анчах кайнă: тĕне кĕме, вилсен. Кусене хирĕç пĕр шап-шур сухаллă пуçтаракан старик тухнă та: ăста каяттăр? тесе ыйтнă. Лешсем: ача тĕне кӳртме каятпăр та, пирĕн кума çук. Эсĕ пулмăн-ши? тенĕ. Старик хавас турĕ, ачана тĕне кӳртрĕç. Ача çитĕнет. Пĕре урамра выллянă чух, унтан пĕри: сан пуск-аçу кам? тесе ыйтнă. Лешĕ: пĕлместĕп, тенĕ. Юлташсем пурте кулса ячĕç. Ача вăтанса пӳрте кĕчĕ; амăшĕнчен: ман пуск-атти кам? тесе ыйтма тапратрĕ. Амăшĕ ăна мĕнле тĕне кӳртнине каласа кăтартнă. Вара ача ашшĕсенчен вăрттăн пуск-ашшĕне шырама кайрĕ. Çулпа утса кайнă чух, вăл пĕр хутаç çакса хирĕç пыракан старика курнă. Старик унтан: ста каян, тесе итсен, вăл: пуск-атти патне каятăп, тенĕ. Пуçтаракан: сан пуск-аçу эпĕ, ман пата пырас тетĕн пулсан, куçна хуп, тенĕ. Ача куçне хупрĕ. Уçсан, пĕр пит кетмер пӳртре тăнине курчĕ, тет. Пыск-ашшĕ ăна хунь пӳлĕмĕсене кăтартса çӳрет. Пĕр пӳлĕмре ача ала çинче такана ларнине курчĕ. Патнерех пырсан ала витĕр пăхрĕ те, халăх хĕрсе тыр вырнине курчĕ. Вăл халĕ пĕлĕт çинче пулнă. Ача тĕлĕнсех карĕ. Астумасăр такана çине пусрĕ те, таканари шу тăкăнчĕ-карĕ, ала витĕр юхса çумăр пулчĕ. Халăх хыпаланса кĕлте йăтма тапратăрĕ. Ак мĕнтен пулать çумăр. Б. Олг. Витререн (каткаран) çунă пак çурĕ çомăр. Ib. Тата вăл çомăр витрех вуртарчĕ. Кроме того, он заставил в дождь жать хлеб. N. Вăрман хыçĕнчен çомăр хăпăрать. Из-за леса идет сюда дождик. КС. Çумăр ӳккеле пуçларĕ (накрапывает), сăрат (кладку) тăвар. Артюшк. Çумăр чарăннччен, кунта кĕтсе ларар-ха! Спшрак. Эпĕр конта ларнă чох (пока мы здесь сидим), каллах çомăр çума поçланă. Сарат. Çумăрăн хӳри кăна çакланчĕ. Дождь задел только краем. Ib. Çумăр çитсе çапрĕ. Нагнал и вымочил дождь. Бюрг. Кураксем кранклата пуçласан, çумăр тухат, теççĕ. N. Çумăра яман накидкă. || В перен. смысле — о плачущем. Сред. Юм. Çумăр çăвать! (Йĕрекен çын çинчен калаççĕ). СТИК. Пĕр ушкăн çумăр çуса карĕ (т. е. он поплакал, пролил слезы. Гов. о маленьких).

çун

çон (с’ун, с’он), гореть. Чураль-к. † Чăл-чăл çунан вут çутти, катаран курнан вут çутти. Ib. Шел-квар çунса выртать, тимер сенĕк лартнă, хура кĕçе сарнă. Регули 315. Çортасам çонаççи? — Эп онта чохне çонатьчĕç. Ib. 354. Эп пыриччен çоннăччĕ. Сгорело до моего прихода. Ib. З55. Эп пырсан, çончĕ (çонниччĕ). ФТТ. Çуннă япалана çисен, упа тытмасть, тет. (Поверье). СТИК. Мĕн шăрпăкĕ илмелле, пирĕн вучахра вут çунах тăрат вĕт (беспрерывно горит). П.-Пинер. Çунайăрçинччĕ вут çинче. Сгореть бы им (врагам) на огне. Форма грамматически неправильна; надо: çунайрĕçинччĕ или çунайĕçинччĕ. N. Ăнсăртран çунса-туса кайман пулсан. N. Пирĕн ял икĕ аяккипех çунчĕ. Вут тухрĕ те, ялĕпе çунса кайрăмăр. N. Кам арки çине вут ӳкет, вăлах çунать, теççĕ ватă çынсем. Альш. Улăм çунса тухат та, кăмаки умне ӳкет. Огонь, перебивается по соломинкам и падает у печки на пол. || О погоредьцах. Земл. Пирĕн ялсем çула çунса çунаççĕ, вĕсем: хăçан вут пулнине астумастăпăр, теççĕ. ЧП. Эпĕ пиччепе çуна туртса килтĕм те, çуннă çĕре кайрăм. Ib. Çынсем, çунсан, тырă пухса çӳреççĕ, эпир те çавсем пекех хутаçсем çакса çӳрĕпĕр çав. Бес. чув. 5. Пĕрре, çула, вĕсен ялĕ çунчĕ-кайрĕ. Изамб. Т. Епле, пирĕн хурăнташсем те çунни? — Павăл пултăру çунчĕ. || О хлебах (в жару). N. Тырăсем çунса карĕçĕ кунта. || О ярком блеске. Сред. Юм. Çôнса тăрать. Так говорят о блестящих предметах (гиперболическое выражение). Ал. цв. 6. Вăл хĕрлĕ хĕвел пек çунса йăлтăртатса ларать. Сред. Юм. Çунса тăрать (очень изящная вещь). || О сердце. С. Айб. † Ĕнтĕ ăшăм çунат, ăшăм çунат, çулăмсăр çунакан та кăмпа пек. N. Манăн чĕре çунса тухать саншăн. N. Ман ăш пĕтĕм çонса ларчĕ. || Употребл. в бранных выражениях. Буин. Çунтăр-и алтуйăву. Ну ее к чорту, твоею тросточку (с’ореть бы ей). Изамб. Т. Çунса каяшшĕ (çунашшĕ çунса кайманă), таçтĕлте чупса çӳрет! Чорт его знает, где он бегает. (Брань). Череп. Эх, çуннă (или: çунса кайнă) япала! (Брань, относящаяся к человеку, или к вещи; говорится когда что-нибудь не ладится, не выходит). КС. Çунса кайтăр! Ну его к чертям! (Гов. о предмете, которому не придают важного значения). Кама 48. Ку çуннă саманипе туйне те тăваймăн ĕретлĕ. Рак. Çунса кайтăр çанталăкки, пĕртте латти çок. Чтобы чорт подрал эту погоду, она никуда не годится! || Пригорать (о кушаньи). N. Пашалу пичĕсем çунаççĕ, || В различных перен. выраженнях. Изамб. Т. Çунса тухнă (бедственную) пурăнăçа кирек мĕн чухлĕ ĕçлесен те çитереймĕн. Ib. Вутсăр çунманă (не сильная брань). Ib. Эпир вутсăр çунса тухнă. Наше положение ухудшилось ни с того ни с сего. N. Мĕн пур пурăнăçăм манăн çунса кайрĕ. N. Юлашкинчен вăл Ольгăнăн çунса кĕтсе тăнă ĕмĕтне (пламенную надежду) çитернĕ. || Топиться (о печке). Орау. Кăмака çунать-и? Топится-ли печка? Ib. Кăмаку çунса пĕтри? Протопилась-ли у тебя печь-то? Ib. Пĕр кăмаки çунса пĕтменччĕ те: хуп еппин ăна, терĕ (сказала). N. † Мулча хĕрсе çунат-çке. Баня топится во всю. || Быть палиму солнцем. Утăм. Çунса выртан хура пусса пуян валли алтать вăл тарăн. || Горевать. ССО. Çавăнпа ĕнтĕ вĕсем малашне çын сăнне ан курайччăр, шăтăкрах выçăхса çунса вилччĕр. N. Вĕсем çунса ирттернĕ. Они уже пережили все свои горести. Ст. Чек. Çунат-ĕçке çак тăлăх хĕр (горюет, терпит разные невзгоды). N. Ну, ачам, мана çунма нумай пулчĕ. N. † Хĕре çамрăкла парайса: хыпса çунтăр, терĕр пуль. ЧП. Выртса ĕçрĕм ăшăм çуннăран. Ib. Ут пыраймасть çумăр та, ай, çунăран, ай, çунăран; эп юрлатăп ăшăм, ай, çуннăран (от тоски). N. Ĕлĕк выçăпа çунса çӳрени те çитĕ. Достаточно того, что и раньше маялись голодные. || Беспокоиться, заботиться. N. Çапла вара арăмĕ килте çунса тăрать, упăшки ăна пĕлмесĕр укçине салатать. Орау. Саншăн çунсах ӳкрĕ ку, кĕт, килсĕн (= килĕсĕн)-килмĕсĕн! Будет он о тебе горевать, жди! Ему всё-равно, придешь ты, или нет, N. Çунса, чупса çӳрерĕç. КС. Эп ун ачи-пăчишĕн ĕçлесе çунса пурăнтăм. N. Мĕнле майпа та пулсан укçа тупса пуясшăн çунаççĕ. Чураль-к. Вĕрене вутти вĕтрен пек, юман вутти хĕлхем пек; çав хĕр ăшчикки çав ачашăн çавăн пекех çунтăр. (Из наговора). Орау. Эпĕ уншăн пит çунмастăп. || Сильно хотеть. N. Çавăн пекех арçыннисем те, хĕрарăмпа пурăнас йĕркене пăрахса, пĕр-пĕрнипе аскăнлăхшăн çунса пурăнчĕç. N. Эпĕ санăн хыпарна питĕ пĕлесшĕн çунса тăратăп. (Из письма). N. Пурне те пĕлесшĕн çунса тăр. Букв. 1886. Ытла курасшăн çунаттăн, еппин хай нушана аранах куртăн пулать-ха. Кан. Ялти хресченсем маневăрта кам парăнтарассине пĕлесшĕн питĕ çунаççĕ. Ала 8. Эпĕ сана питĕ юрататăп, манăн чунăм пит саншăн çунать. || О жажде. Орау. Çунать вăл, çунать ĕçесшĕн. N. Манăн çунса тухас пек ĕçес килет. Меня томит жажда. N. Шывшăн çуннă çын (жаждущий). Ст. Чек. Шывшăн çуннă. || В перен. знач. N. Чунăм шывсăр ĕнтĕ çĕр пек саншăн çунать. Янтик. Ах, çав ухмахсем! иккĕшĕ те пĕр хĕршĕн çунса çӳреççĕ, тепĕр хĕр çук-ши кăсен валли ниçта та? || Стараться. Кан. Халĕ кружок членĕсем вилнĕ поетсен пултарулăхне сăнас тĕлĕшпе çунса ĕçлеççĕ.

çунтар

(с’упдар), понуд. ф. от гл. çун, жечь, обжигать. N. Тата тепĕр чăваш икĕ куçсăр пулчĕ: куçне тупă пулькки, патне ӳксе, çурăлса кайса, çунтарса пăрахрĕ. Шурăм-п. Куç ыратсан, ăна çунтарнă эрех шывĕпе сĕрĕр (йĕпетĕр). Слакбаш. Исвис (исвĕс) çунтараççĕ. Жгут известь. || Жечь (о солнце). N. Питĕ шăрăх, çонтарсах ярать; кĕпе-тонтир çавăнпа питĕ пĕтет. || О повышенной температуре тела. Якейк. Мана çăрккаç çонтарса прахрĕ. В прошлую ночь у меня был жар. || О жаре в лице. Собр. Пит-çăмарти çунтарсан, çын калаçат, тет. || О действии некоторых жидкостей и др. веществ. Юрк. Ĕнер хыта ĕçнĕ çыннăн çăварне эрехĕ, хăватлăскер, вут пек çунтарса анса каят. Сĕнтерчĕ 34. Ай-яй! Пĕтертĕр! Çунтарать! ||О крапиве. Ой-к. † Сикрĕм-пăхрăм вĕтрене те, кут çунтарса янă мĕн. || Мучить жаждою. N. Тĕрмере усранă чухне ăна çиме памасăр выçăпа асаплантарнă, ĕçме памасăр ăшне çунтарнă. || Протопить (печь). Толст. Вут хутса çунтарсан, анне те тумланчĕ. Сунт. Манăн халь кăмака хутса çунтарас пулать. Баран. 139. Хĕвел ăшши çунтарсах илет: чулсем, хăйăрлă çĕрсем, тата ытти тĕрлĕ япала та хĕвел ăшшипе пĕçерекен пулать. || Ходить бойко и бодро. Янтик. Ачасем çунтарса çӳреççĕ урам тăрăх (шатаются бойко и бодро). Альш. Каят касак пек çунтарса. Ск. и пред. чув. 98. Шыракансем таврăнчĕç, лашисене çунтарса (замучив). || Делать энергнчно. Орау. Атя, çăпатана çунтарар (давай плести)! Ск. и пред. чув. 5. Чĕкеç кинĕ ахаль те ĕçне тăвать çунтарса, карчăк çапах Чĕкеçне вăрçать ĕçне туманшăн. Ib. 81. Татах тепĕр тапхăрне туйне турĕç çунтарса. || Бить (а особенно кнутом, прутом, когда удар производит как бы ощущение ожога). КС. Çунтар, бить (кого), напр., кнутом, прутом. Чирикеево. Çунтарса килем-ха эпĕ ăна! Вăл картла выляма вĕренесшĕн-им-ха! Сред. Юм. Çôнтартăм, сжег, прибил. N. Пушă илчĕ те: ак сана улма! ак сана улма! тесе, çунтара пуçларĕ. Сĕт-к. Виçĕ йоплĕ чĕн пуши (его) кастарать те çонтарать. Рак. Икĕ хĕрринчен çунтартăм, вăта çĕртен сыстартăм. (Çăнăх аллани). || Беспокоить, заставлять беспокоиться, огорчать. Ал. цв. 4. Шыракан япалине хăй пĕлмесен, ăна епле шыраса тупмалла, çавă мана пит çунтарать. Кив-Ял. † Савни урăхне кайсассăн, çав çунтарать чĕрене. (Вăй юрри). N. Укçа çукки çунтарат. N. † И, çӳлĕ тусем, ай, пуçĕнче, лашасем вылятаççĕ тутарсем, пире çунтаракансем, ай, матурсем. N. Çыннăн ăшне çунтарассăм килмерĕ. Не захотелось огорчить людей (напр., страшными рассказами о войне). N. Авалхи тусçăм халте çӳрет, лăпланнă чĕрене çунтарса. || Сред. Юм. Çунтарать, 1) очень жарко, 2) очень хочется.

çонатлан

распустить, поднимать крылья. Собр. Чăх çунатланса алтсан, сиен пулат, теççĕ. Ib. Чăх алтан пек çунатланса авăтсан, выльăх чирлет, теççĕ. В. Олг. Кăткă çомăра сиссен, çонатланат (поднимает крылья), вĕçме хăтланат. Чув. пр. о пог. 269. Кăткă çунатлансан, çăмăр пулать. Если муравьи окрыляются, будет дождь. N. Шав хуралтă тăрринче, шулап тăрринче, çунатланса вĕçсе çӳренĕ (пырин). || Ходить с пустыми рукавами. Сред. Юм. Пĕчикрех ачасĕм аллисĕне çанни ăшĕнчен кăларса хĕве чикеççĕ те, вара çаннисĕм саланса çӳреççĕ; çапла çӳрекен ачана: çонатланса çӳрет, теççĕ. || В перен. смысле. Ст. Чек. Праçнике çунатланса кĕтсе тăрат. Ждет праздник с радостью, и готов встретить. Тăв. 51. Кĕçтукăн чĕри çак вăхăтра çунатланса хăвăрттăн тапать.— Юрĕ, Упаньă тете, эпĕ сана нихçан та пăрахмăп.

çуп

(с’уп), ударить, бить в ладоши, бить ладонью. Рук. календ. Прокоп. Çуп — вообще бить ладонью (напр., кутран). Кап. Хăшĕ сиккеле-сиккеле ташлаççĕ, хăшĕ аллисемпе çупаççĕ (бить в ладоши). Юрк. Юлташĕ çапла ташланине курса, сивĕннĕ пек пулса, тытăнчĕ тата (тепри) икĕ алăпа алă çупма. Ходар. Вăл ташланă чухне, ыттисем алă çупса лараççĕ. ТХКА 88. Эпĕ юрласа пĕтерсенех, мана пурте алă çупса ырларĕç. ЧП. Вырăс сиксе ташлинччĕ, майри сиксе çупинччĕ. || О листьях деревьев. Такмак. Çулçи çупса тăрать, улми ташласа тăрать (у яблони). || Дать пощечину, ударить по щеке. N. Мана çав çитсе тытрĕ те, пит урлă пĕр-иккĕ çупса ячĕ. Орау. Ăна питĕнчен çупрĕ ячĕ (неожиданно). || Заворачивать (пирог). В. Олг. Коккăль çоп. || Точить (косу). Ир. Сывл. З6. Çупса яран, мăкалсан (çавана), лапаткана янратса. || Вертеть веретено между ладонями (при прядении). СТИК. Çупса авăрлат (хытă авăрлат, вертя веретено между ладонями). || Шлепнуться.

çур

(с’ур), разрывать надвое, разорвать. N. Вилнĕ çыннăн кĕпине хывса илмеççĕ, çурса кăлараççĕ. Чăвашсем 26. Унтан вара çăмарта ывăтсан, вилнĕ çын кĕпине çурса кăлараççĕ; ăна ахаль хывса илмеççĕ, умăнчен çурса, сăкман пек хываççĕ. N. Эпĕ кĕпене туратран (за сук) çаклатса çуртăм. || Распороть. N. Пулла çур. Бес. чув. 11. Пĕр йывăр çыннăн хырăмне хĕçпе çурса янă. || Разбивать (голову). Абаш. Конта ӳксе, поçна çорăн! (напр., на льду). Б. Яуши. Ача хăвăртрах пуçне тата икке çурса пăрахрĕ, тет те, хуçана тăратма карĕ, тет. || Колоть, раскалывать, пилить, рвать вдодь. Тăв. 14. Унтан лăпсăркка сар чечеклĕ аккас, чаршав пек яр уçăлса, çинçе пилĕклĕ пуп хĕрне çурса кăларчĕ (вдоль). Ib. ЬI. Анаткас пуянлăх пит аван курăнать. Пурин те çурса тунă ампарай, пахчинче хăмла, пыл-хурчĕ. Кратк. расск. 9. Тепĕр кунне ирхине ирех тăнă та, вутă çурнă. Çутт. 42. Атте авăн кăмакине çурман юман вутти пăрахрĕ. || Окучивать. Альш. Унтан ăна (картофель) çумлаççĕ, çум вăхăтĕнче суха-пуçпе çураççĕ. Ямаш. Пирн паян омма çормала та-ха (соха пуçпе копаламалла). || Размывать. N. Шыв çурса каят. Баран. 243. Океансем çĕрелле çурса тăракан пайĕсене тинĕссем теççĕ. Трхбл. Ăна пытарнă тĕле шыв çурса кайнă (водою размыло его могилу). N. Вăл (он) лачака çине те кĕнĕ, шыв çурнă лакăмсене те кĕрсе тухнă. || Обдирать (зерно). N. Кĕрпе арманĕ умĕнче виç путалкка тулă çуртăм. Толст. Кĕрпе çуракан арман (круподёрка). Эпир çур. çĕршыв 23. Тата уйрăм кĕрпе çурмалли арман пур, çу çаптармалли машшин пур. || Перерезать. Эпир çур. çĕршыв 23. Сылтăм енчен улăхалла çак хире виçĕ тип çырма çурса тухаççĕ (перерезают три оврага). || Зарезать. К.-Кушки. Пирĕн сурăхсене кашкăр çурнă. Наших овец зарезал волк. Юрк. Лашине кашкăр çурса тухат. || Пробивать. Кĕвĕсем. Чăршă кĕлет алăкне витĕр çурса кĕрĕпĕр, вăйă иртсе пынă чух витĕр çурса калăпăр. || Разрушать. Вĕлле хурчĕ 27. Карас çине хăпарса пĕтĕм караса çурса (çул туса) шăтарса ерешмен картипе карса пĕтереççĕ. N. Питĕ хытă юрлаççĕ, пӳрте çурса прахас пек (того и гляди изба рухнет) — ним те пĕлмеççĕ. Альш. † Ула пилĕк качака, капан çуран йăли пур. || Бить кнутом. Хĕрлĕ урал № 10, 1921. Çынсене пушăсемпе çурса пĕр йывăçшăн тăватă пин тенкĕ илет. Ала 95. Эсир вăл ачанăнне кĕпине-йĕмне мĕншĕн хывса илнине пит лайăх пĕлетĕп, эсир ăна пыйти-шăркине пăхас тесе мар, унăнне тирне çапа-çапа çурас тесе, хывса илнĕ, тенĕ. || Распускать (почки, листья, цветы). Пазух. Хурлăхан çеçке (цвет) çурсассăн, килет çыран илемĕ. Самар. Тин çурнă çырласем. Ау 355°. † Шур Атăлăн шурă хăви çĕнĕрен çулçă çура-çке. || Разрезать (воду). N. Пулă Çавала хирĕç (против течения р. Цивиля), шыва çурса, çухăрса кайрĕ, тет. Баран. 81. Лере тата ураписемпе тинĕсе çурса пăрахут ишсе пырать. Сред. Юм. Кăçалхи тырра çĕлен те çôрса тохас çок. Нынче очень густой хлеб, так что змея не проползет. || Бить, ударить в нос (о запахе). ЧС. Ĕнĕк шăрши (запах гари) сăмсана çурать. КС. Ача сыснă-им? Пăх шăрши çурать! Орау. Такăш сысрĕ ĕнтĕ (ventris flatum emisit), шăршă çурать. || Оглашать, греметь (о звуке). Кĕвĕсем. Пахчан пĕр хĕрĕнче юрласан, сасси илтĕнет тепĕр хĕрне; пахча вăта çĕрринче юрласан, сасси çурать пахчана. Альш. Хĕрсем каччăсем янратса çурса юрласа кĕвĕ калаççĕ ялта. Ib. Хĕлĕ-çăвĕ урама тухса уншăн-куншăн пĕр-пĕринпе вăрçаççĕ, урама янратса çурса. Ib. Шăри-шари кашкăраççĕ, урам хушшине ян çураççĕ. Ст. Яха-к. Шăнкрав сасси ял çурат (гремит по деревне. Çăварни). Полтава З8. Аçа-çиçĕм сасартăк пĕлĕте çурса янтратсан, шартах сиксе çын чĕтрет. N. Вăл аллипе пĕр сулать, ĕçекене шав ырлать: ĕçет, çиет туй çынни, тĕнче çурать юрлани! Сунт. Пĕр минутран Пруккан çамрăк вăйлă сасси вăрмана çурчĕ. Çутт. 112. Пĕтĕм яла иккĕшĕ çураççĕ. || В перен. смысле. Бур. † Тантăшран лайăх пулас мар, тантăш чĕрине çурас мар. || В чувашизмах. N. Чуна сурчĕ çут тĕнче: аптăрамăп халь ĕнтĕ — тăр кăнтăрла тĕлĕнче хавас улăх варринче. Сред. Юм. Пуç-куç çурса çурет. „Ходит (или работаеть) главным, без боязни“. Ск. и пред. чув 89. Пĕтĕм ăшне-чиккине çурать хăватлă яшки (т. е. яд своим действием выворачивает желудок).

çорăн

раскалываться Чеб. Эпĕ хошнипе, вотăсем, çорăнса кĕрĕр те, хăвăрах кăмакана кĕрсе выртăр.

çуртар

(-дар), понуд. ф. от гл. çур. N. Кĕрешсене çуртарса, хăма туса хур. Вели расколоть кряжья на доски. К.-Кушки. † Кĕленче çăмарта çурăлчĕ, кустара пĕлмесĕрех çуртартăм. || Обдирать. N. Ыраша çуртараççĕ-и? Обдирают-ли рожь? Сред. Юм. Çăнăха пит шолтра авăртсан: çортарайнă вит (только ободрали), теççĕ. || Провести борозды по бороздам же. Рук. календ. Прокоп. Шăтса вершук пулсан, çумне пĕтермешкĕн йывăç сӳрепеле пĕр виçĕ-тăватă хут сӳрес пулать; пĕр шит ӳссен, çуртарас пулать. || То же, что çурмалантар? N. Эпĕ вилмесĕр анана ан çуртарăр... вилмесен хамăрах çурса пăрахăпăр.

çур

çор (с’ур, с’ор), весна. N. Çур çывхарса килет. Приближается весна. Ягутли. Пуш уйăхин вуннăмĕш кунĕнче çур пуçланать. Ала 95. Мĕскĕнсен çура хирĕç (к весне) тырă-пулă пĕтет. Юрк. Вăл çур пит йĕпе çур килчĕ, çураки сухаланă вăхăтра куллен тенĕ пек çумăр çăватчĕ, анасем çинче путатчĕ. Ib. Çур иртрĕ, çăв килчĕ. Çăв иртрĕ, кĕр килчĕ. Кĕр иртрĕ, хĕл килчĕ. Хĕле кĕтĕмĕр. Орау. Çур киле пуçларĕ, çуркунне пуласшăн (хочет быть весна). N. Сĕлĕ мĕле çитĕнет çортан вара? К.-Кушки. Çур пит хĕнпе килет. Весна — поздняя. Ib. Çур вăраха пычĕ. Весна тянулась долго. Орау. Кăçал çур ир килчĕ (наступила рано). Ib. Çур кая юлать пуль кăçал (видно запоздает). Шибач. Вара вăлсам çола тохрĕçĕ. Йăванĕ калать: ну аки, тет, айта, тет, халăхсам çаран параççĕ, тет. Б. Олг. Эпĕ шохăшласа порăнтăм çортан вара кĕрччен (с весны до осени). N. Çора тохсассăн, по наступлении весны. Сред. Юм. Пĕр мăшăр атта çорконне тăхăнма пуçларăм та, çав çортан çора (с весны до весны) пĕр çола пычĕ çав. N. Çура тухрăмăр. Начинается весна. || В смысле наречня. Сĕт-к. † Ки-кик-ка-как! хор-кайăк, кĕр каять те, çор килет, эпĕр апла полмăпăр. N. † Хура чĕкеç пулам-и, хуралтă çине ларам-и? Хуралтăр çĕрет, тийĕсĕр (если выскажете), çур килĕп те, кĕр кайăп. Юрк. † Крымски çĕлĕкне чалăш лартса, кама ăсатрăн çурăн çĕрĕнче? Ăсатайрăн çурăн çĕрĕнче, йăпатайрăн çемçе чĕлхӳпе.

çурал

(с’урал), родиться. ГТТ. Хĕн çуралсан, амăшне йывăра килет, тет; çăмăл çуралсан, ачана йывăр килет, тет. Ib. Çăмăл çуралчĕ. Роды были легкие. Изамб. Т. Ача кутăн çуралсан, кутăн пулат, теççĕ. N. Ĕнтĕ кунтан (отсюда) таврăнсан, аннерен çĕнĕрен çуралнă пек пулăттăм. Юрк. Çăкăр епле манран аслă пултăр? Эпĕ вăтăр çулта, ăна эпĕ çуралаччен пĕçермен-тĕр? тет. Чхĕйп. Тĕттĕм çĕрти курăк, шăтса тухса, пĕр çимĕç кӳмесĕр хăрса кайнă пек, чăвашсам та ĕлĕк нумайшĕ çурала-çурала, ватăла-ватăла вилнĕ. Сунт. Ĕлĕксенче ача çуралассинчен хăраса, е пăвса, е им ĕçсе вĕлернĕ. N. Çĕнĕрен çуралса пурăнсан та, ăса кĕрсе пĕтеймĕн. || Нарождаться (о месяце). Календ. 1904. Уйăх çуралсан, тăваттăмĕш кунĕнче уяр пулсан, уйăхĕпех уяр пулать, йĕпе пулсан, уйăхĕпех йĕпе пулать. || Появляться, зарождаться. Шихаз. Çав хура вăрмана тĕнче çуралнăранпа та çын кĕрсе ура йĕрри туман. (Из наговора „пăсташ тасатни“).

çурат

, çорат, (с’урат, с’орат), родить. Г. А. Отрыв. Апай хĕрĕх çулта мана çуратнă (в возрасте 40 лет). Слакбаш. Çуратнă — тăратнă, çуламан, типĕтмен (о человеке неуклюжем, грубом, неотесанном). Буин. Виле çуратнă (родила мертвого). Ачи вилĕ пулнă. Ача пăрахнă. N. Инке ача çуратрĕ, ывăл турĕ, Митри ятлă пулчĕ. Б. Хирлепы. † Пирĕн апи пит лайăх, çупа çуса çуратать, тĕкпе шăлса тăратать. N. Матку ача çуратрĕ, ачи хĕр-ача, ячĕ Александра ятлă пулчĕ. N. Пит йывăр çуратрĕ. Ачач 2З. Сана та çак, ывăлăм, вăрмантах çуратса пăрахрăм. Ун чухне эпĕ куккусем патне çимĕке кайма тухнăччĕ. Регули 194. Хам çоратнă çĕре каям. Ib. 821. Вăл пырса мана çоратнă яла. ЧС. Эпĕ пĕчĕкçĕ чухне манăн анне ывăл-ача çуратса пачĕ. Юрк. Çул çинче, килне ларса тавăрăннă чухне, иккĕш калаçса пыраççĕ: ку начальник таврашне, калăн: этем çуратман, тесе. || Создавать, творить. С. Дув. † Çакă вăйя выляма пире анне çуратнă. Микушк. † Шурă-шурă çăмарта, тăварсăр çиме юрамасть. Чун çуратса, пӳ ӳстерсе (если родился человек и пришел в совершеннолетие), мăшăрсăр пурăнма юрамасть. К.-Кушки. Тырă-пулла çуратакан турă, назв. божества. || Родиться. Пшкрт. Эп конта çоратса. (Для чуваш др. местностей это звучит очень странно; они скажут: эп кунта çуралнă, или: эп конта çуралнă). Ib. Эс ста çоратсан (родился)? — Конта çоратсан. Ты где родился? — Я родился здесь.

çураçтар

понуд. ф. от гл. çураç. Могонин. Уна мĕнпе çураçтарас? тет. Леш калать: вот она мĕнпе çураçтармала, тит: сĕлĕрен кĕсел пĕçермеле те, кунтă е пĕрне ăшне хурса, çав йĕрĕх пурăннă тĕле кайса çакмала; çакнă чух каламалла: эй йĕрĕх, йĕрĕх! эп сана кĕсел те, çу та паратăп, мана ан тив ĕнтĕ, тесе йăлăнат те, йĕрĕхĕ вара вăл çынна каçарать, каран тивмест; çын та чĕрĕлет, тет, вара. С.-Устье. Пĕр хуçа патне ĕлĕк пĕр улпут ывăлĕсем хĕр калаçма пынă, тет. Хĕрне çураçтарсан, эрек ĕçме тапратнă, тет. N. Эпĕ пичия трудиться туса пор(ăн)нăшăн çораçтарăп.

çурă

(с’уры̆), половина. См. çур. О сохр. здор. Холерпа чирленĕ çынсенчен пĕр çуррине яхăн анчах чĕрĕлеççĕ, ыттисем пурте вилеççĕ. Панклеи. Хоçи: тепĕр çол порн, вара окçа пĕтĕмпех парап, тет. Ача, пурнас мар çорри, виçĕмĕш çола виççĕр тенкĕ итет (наполовину собираясь не жить, т. е. готовый уйти). N. Чăкăт çурă чăкăт. Полтора чыгыта. N. Эпир те теçеттине выртартăмăр сала çĕрне, çынсем кунтан исе карĕç те, çирĕм пилĕк тенке калаçса кайнă; çуринче (в полдесятине) пилĕк пулат, пилĕк çурă (урапа) пулат. N. Пĕрре çурă, иккĕ çурă. Этем йăх. еп. пуç. кай. 58. Пăр питĕ майĕпе шунă: тавлăкра вăл çурă е пĕр чалăшран ытла каяйман. N. Çурри яхăн, до половины. N. Вуниккĕмĕш çурри (половина двенадцатого), тет Натта. Срв. вуниккĕмĕш 25 минут. N. Вăл чирпе çын чĕрĕллех çурри вилсе çӳрет. Çĕнтерчĕ 17. Кĕрпене те эпĕ çурри хăйăр хутăштарса патăм. Виçĕ пус 40. Хăрах çуррин çумне ыраш пуссин пĕчĕк пайне çыпăçтарса лартса, унта çур-тырри акаççĕ, тепĕр çуррин çумне хура пусăран юлнă пĕчĕк пая çыпăçтарса лартса, хура пусса хăвараççĕ. Кан. Улма кăçал пĕлтĕрхин çурри чухлĕ те тухас çук. Ib. 221. Хальхи вăхăта ĕçсене çурри-çукрах туса пĕтернĕ. Собр. † Илĕп, илĕп, тесе, илĕртрĕн те, çурри хĕр ĕмĕрне иртертĕм. Дик. леб. 40. Хĕвел ĕнтĕ çуррине яхăн шыва пытанчĕ. Якейк. Эпĕр онта конти чохлехчĕ, тата контин çорриччĕ, тата çоррин çорриччĕ. Нас было там столько, сколько здесь, да еще половина, да четверть. Ib. Пиртен çорри конта. Половина нас здесь. Ib. Эс аçун çорри те порнас çок. Ты и половина жизни отца не проживешь. Ib. Эс аçун çорри та пĕлместĕн. Ты и половины того, что знает отец, не знаешь. Ib. Эс ман çорри та пĕлместĕн. Ib. Ман çорри порнсан пырĕччĕ те, порнимăн çав. Альш. † Çичĕ ют килне кайсассăн, шыва кайма хушсассăн, çурри витре çĕклесен, начар килчĕ тийĕçĕ. Ib. † Хампа пĕрле тăрса юрлакана çурри чуна çурса парăттăм. Сборн. по мед. Çурри сĕт, çурри шыв хутăштарас пулать. Изамб. Т. Ул вара çурринчен хăпарса шăтăклă-шăтăклă пулса пиçет. Ала 56. Çурри йăвăçа сĕрсе çитсен, когда допилили до половины дерева. Шурăм-п. Калаçасса — çурри чăвашла, çурри вырăсла калаçаççĕ. Таса пĕр чĕлхепе калаçма пĕлмеççĕ. N. Карасĕ лучăрканнă та, пылĕ çурри яхăн юхса тухнă. Сот был измят, и мед из него наполовииу вытек. С. Айб. Касас пулать улма çуррине. Тайба-Т. Çурри чуна çурса парăттăм, чунран пуçне хама пурăнма халь пулсаи. Юрк. Упăшки те ăна хирĕç: мĕн парасси-мĕнĕ-çурри чунăма çурса парăттăм, тет кулса. N. † Ялан хамăр тăван тиекене çурри чунма парăттăм. Ачач 8. Темле çӳçенкелесе илетĕн. Ах çапах та, аван вăл унашкал çурри тĕлĕрсе, çурри тĕлĕрмесĕр выртнă вăхăтра.

çурăм

çорăм (с’уры̆м, с’оры̆м), спина. Ала Зб°. Кутамккине çурăм çине çакса янă. Альш. Çурăмран пĕр-иккĕ хурас (дать раза два по спине). Ib. Тĕнчере çук сăмах кала пĕлмес, тет те, çурăм тирне сӳсе илет, тет. N. Çурăмĕ çине (или: хул-пуççи çине) çавăрса хучĕ. Вскинул на спину. Якейк. Çорăмпе вот енелле выртнă (или: çорăмне вот енелле туса или çавăрса выртнă). Зап. ВНО. Алăпа тунăскерне çурăмпа тӳсес пулать. Орау. Çурăмне стена енелле туса тăчĕ (или: выртрĕ). N. Çурăмĕ пур, хырăмĕ çук. (Такана). Яндобы. Кашкăр кĕçĕн хĕрне тытнă та, çурăм çине хурса тухса тарнă. N. Эпĕ йĕвене çурăм çине хутăм та, кайрăм лашасене шырама. СТИК. Арăмĕпе упăшки урапа çинче çурăмпа çурăм ларса пыраççĕ (сидят спиною). Яргуньк. Атти çурчĕ сала пак, çурăм хыçне тăрса юлч. (Солд. п.). Кан. Нумайăшĕ çуранах кутамккисене çурăм хыçне çакса килнĕ. N. Çил манăн çурăма тӳрех вĕрет. N. Çурăмăпа ман енелле çаврăнса тăр. || Поясница. Начерт. 150. || Вышивка на спине кафтана. Золотн. Начерт. 150. Çурăм — узор, нашиваемый на кафтане сзади.

çуртлă

имеющий (владеющий) дом и семью. Н. Карм. Эпĕ хам çуртлă пурăнатăп; пилĕк ача: виç ывăл, икĕ хĕр пур.

çурта лартаканни

подсвечник. N. Эпĕ пасартан йĕс (из желтой меди) çурта лартаканни илтĕм.

çут-çанталăк

свет, мир. Кан. Суккăрсем ĕмĕрне çут-çанталăк курмасăр иртереççĕ. Йӳç. такăнт. 35. Кĕркури. Аннене пиллетĕр, çут-çанталăкра çӳретĕр! Пирĕн тăкăнни те сая каймасть. Альш. Çак çут-çанталăкра мĕн хаклă? Ырăлăхпа сывлăх пит хаклă. Шорк. Çут-çанталăкра темĕн те курăн. N. Çут-çанталăк çутти пурне те çитет. (Изречение). Ала З. Çак хĕр çут-çанталăка курсанах çухалмалла (должна пропасть). Ib. Эпĕ кун пушшĕ пултăм, атия та, апия та курман, тенĕ, тет, тата çут-çанталăка та курман (не видала), тенĕ, тет. N. Авă эпир мĕн куратпăр хамăр куçпа: çĕршыв, тата çӳлте хĕвел, ойăх, çăлтăрсем, тата çӳлти кăвак пĕлĕт, ăна çут-çанталăк тетпĕр. || Назв. божеста. Т. VI, 72. Çут-çанталăк турă çулĕ. Ib. Çут-çанталăк амăшĕ, çут-çанталăк.

çутă

(с’уды̆), свет. Самр. Хр. Çенĕхĕн урам енчи шăтăкран темле çутă курăнса кайнă. Кан. Каçпа, пĕлĕт çинче çутă сӳне пуçласан. Ал. цв. 29. Хĕвел ансан, каçхи çутă кăвакарсан. Орау. Кăраççин çуттинче çывраятни эсĕ? Можешь ли ты уснуть при свете? Ib. Кăраççин çутипе çывăраймастăп эпĕ. Ib. Пăх-ха йывăçсене, епле çинчен ӳссе кайнă, çутталах туртăнаççĕ (или: кармашаççĕ). Деревья тянутся к свету, растения в темноте тянутся к свету. Ib. Тĕттĕмре ӳсекен япала çутталах сулăнать çав вăл. Ib. Таçта çавăнта кăмакана вут хутса янă пек те, кăмакари вут çути тепĕр енчи пĕрене çумне ӳкнĕ пек. Ib. Эп пытăм та, вĕсен ун чухне çутă-мĕн курăнмарĕ. Баран 42. Пӳртсен мĕлки палăрать. Чӳречисем çине вут çути ӳкнĕ. Сĕт-к. † Вăрман виттĕр тохрăмăр, врене шульчи çуттипа; врене шульчи çуттипа мар, хамăр варлисен çуттипа. N. Пĕр çĕрхине уйăх çути çап-çутăччĕ. Юрк. Уйăх çутти çап-çутă. Ib. Чирлĕ çын, чӳрече витĕр çутта пăхса вырта пуçласан, вилет. Янтик. Эп краççын çутинче вулап (при свете лампы). Ib. Пĕр çурта çуттинче вулама канчăр. Ib. † Чиркӳ тăрри пит çутă, уйăх çути çутăран; кĕçĕр хĕрсем пит çутă, çын кĕмĕлне çакнăран. N. Эсĕ манăн çуттăм вырăнне çутăлтарса ярăн. Ск. и пред. чув. 18. Уйăх тухрĕ, хăпарчĕ, шурă çутăпа çутатать. Альш. Çутă çутса çутăпа шыраса çӳреççĕ, тет, вăрманта. Пир. Ял. Такам çутă сӳнтерсе лартать (погасил). Сред. Юм. Краççин çутипе волать, çôрта çутипе волать. Пролей-Каши. Çутă енне(лле) кайичченех кукăларĕ (кукă). Н. Седяк. † Çуртăрсем çӳлĕ, çутти çутă, вĕт кайăксем вĕçсе çитес çук. N. Ир çинче куç-пуç çутипах. N. Тол çути киле поçларĕ. Икково. Тол çути палăрма поçларĕ. N. Пĕлĕте çутă ӳкнĕ. Пĕлĕт çине вут çути ӳкнĕ, пĕр-пĕр çĕрте вут тухнă пулмала. В. С. Разум. КЧП. Тулта хĕвел çути, пӳртре унăн çутти. || В перен. знач. N. Пирĕн чăваш халăхĕ çуттала тухма тапратнăран вара питех нумай вăхăт пулмаст. N. Çутăра çӳре, ходить в свете. См. Магн. М. 174. || Блеск, сияние. Ала 100. † Воник арман хошшине йĕсрен кĕпер хурăмăр; эс кĕпер çуттине ылтăм йопа лартрăмăр. Мусир. Вăрман витĕр тухрăмăр вĕрене çулçи çутипе. Дик. леб. ЗЗ. Унăн уйăрăм-уйăрăм çуттисем анчах, йывăç турачĕсем хушшинчен çĕре ӳксе, ешĕл курăк çинче ылттăн мулкачă пек йăлтăртатса, вырăнтан вырăна куçа-куçа тăнă. Чураль-к. Манăн умри кĕмĕлĕм Атăл çутти пултăр-и; манăн çири чаршавăм Атăл çитти, ай, пултăр-и. || Отрада. Н. Карм. † Эпир атте-анне куç çутти. ЧП. Вуник пус нухрат куç çути, эпир атте-анненĕн кун çути (поддержка, отрада). Ib. Ялти савнă тусăм чун çути.. || Краса, украшенне. Микушк. † Кĕмĕл çĕрĕ шыв çутти, сарă инке кил çутти. Курм. † Çут тор лаша çол çутти, сарă арам пӳрт çутти, кĕмĕл çĕрĕ ал çутти. Актай. † Лашам хура — çул çутти, арăм сарă — çуна çутти. N. Карчăк çути ăстĕлте? Масар çине кайса ӳкнĕ. Шумат. † Севтел масмак пуç çути, пурçăн сурпан мый çути. || Цвет (не прав.?) В. Олг. Теминче çолтан каран çорконе хай омлаççин çути нумай çорăлнă. || Светлый; светло. Орау. Çутă çĕртен кĕтĕм те, куç пĕртте курмасть; çуркунне-кĕркунне, каçхине пӳртрен, çутă çĕртен, тула тухсан, хăнăхиччен, куç пĕртте курмасть. Ал. цв. 6. Тăнăçемĕн ун таврашĕнче çутăран çутă пулса пырать. N. Лашисене çитерсе тăнă чух, çав начар салтак темскер çутăскер курах карĕ, тет. N. Кăнтăрла çутă пулат, çĕрле тĕттĕм. Ачач З5. Çутă тимĕр-кăвак лашисем. || Яркий. Собр. Çутă кун юмах ярсан, çутă кашкăр çиет, тет. || Блестящий. Пазух. Кĕçĕр хĕрсем ма çутă? Çын тенкине çакнăран. Кĕвĕсем. Леш кас хĕрĕ çап-çутă, пирĕн кас хĕрне çитеймес (о красоте). || Веселый. Турх. Аннен сăлхавĕ пĕтетчĕ, ăна çутă сан кĕретчĕ (когда я выздоравливал). || Розовый. Эльбарус. Çутă кĕпе, розовая рубашка.

çухал

(с’уhал), пропадать, исчезать. Юрк. Çухалма кайни (пусть пропадает), ăшĕнче темĕн пит хаклă япаласемех марччĕ-çке! Б. Яныши. Мишавай пире Кортк пикĕне каялла ярса виçсе пуртарчĕ те, Кортира çухалнине пĕлчĕ. АПП. † Çӳлĕ тусем çинче çил вылять, çилĕ çĕре ӳксе çухалат; эпир савнине урăх çын савсан, пирĕн куç умĕнчен çухалать. О сохр. здор. Сасси те çухалать (у больного). СТИК. Ивана кĕтеççĕ, кĕтеççĕ — килмест. Вара çаплах çухалса карĕ (так и пропал), тет. N. Çта çухалтăн, пĕрре те курăнмастăн. В. С. Разум. КЧП. Эпĕ тухса кайсассăн, куçран çухаличченех пăхса тăр. Альш. † Шурă хутсем çырмасăр хуралмĕç, пирĕн пуçа çырнисем çухалмĕç. N. Йорпала çол çохалнă. || Заплутаться. Ала 4°. Пĕччен çӳресен-çӳресен, эпĕ çухалса кайрăм вăрманта.

çӳлти ампар

то же, что çӳлĕ кĕлет Çатра-Марка. † Пирĕн мочийĕн сакăр ампар, сакăр ампар хошшинче çӳлти ампар пор, тет. Çутт. 52. Эпĕ вăр-варах, çӳлти ампар умне улăхса, çунашкана ăнтартăм.

çӳлĕ

(с’ӳл’э̆), высокий; высоко. А. Турх. Бел. Гора. † Çӳлĕ тăва хăпарма çӳлĕ пуçлă ут кирлĕ. Альш. Кунта пирти пек хурăн лартман (на большой дороге), канавĕсем те çӳлĕ мар. N. Ку вăрман ун чухне çӳлĕччĕ те, кунта тĕрлĕ курăксем, чечексем ӳсетчĕç. Якейк. Ку йăвăç пак çӳлĕ йăвăç нихçан та корман. N. Эпĕ санран виçĕ вершук çӳлĕ (рех). || Высота. ЧП. Черккӳ тулли хăмлупа чӳрече çӳлли сиктерен. Альш. Этем çӳлли (в рост человека, трава), этем курăнмас. Шурăм-п. Темĕн çӳлли тусан (пыль) мăкăрланать (в засуху). НТЧ. Пĕр çын çӳлли (рост) çамрăк туйрана тăрăнчен сӳс кантрапа авса (явса) тĕпĕнчен çыхса хăварнă, тет. N. Тем çулли (страшной высоты) сăртсем. Ал. цв. 16. Сиксе тухакан шывсем çӳлĕрех кайнă.

çӳре

(сӳрэ), ходить, ездить, двигаться. Н. Сунар. Кинĕ ларать, хунямăшĕ çӳрет. (Алăкпа алăк янаххи). Кн. для чт. 6. Урисем унăн çӳремен, куçĕсем курман, хăлхисем илтмен, шăлĕсем пулман. Регули 767. Эсĕр сарлакарах тăвăр, орапапа çӳремелле полтăр. Ib. 609. Эп çӳремелли тояна çохатрăм. Ib. 161. Çавăнта çӳренипе (çӳренипеле) ăвăнтăм. Вомбу-к. Çӳрекен çӳрме тупнă, тет. (Послов.). Сред. Юм. Çӳрен каска якалнă, выртан каска мăкланнă. (Послов.). Ib. Çавăнпа çӳренĕçĕм иксĕмĕр таппа хирĕç полтăмăр. Мы с ним ходили, ходили — встретились... Ib. Çӳренипе пуяс полсан, такçанах пуймалла та эпир, ни пуйни çок, ни чысти çôка ерниех çок. Если судить по нашим трудам, занятиям, хождениям на заработки, давно бы мы разбогатели... ТММ. Хĕр шырама çӳрекен çыннăн картишĕнчи пус валашкине ӳпĕнтерсе хурсан, хĕр час тупаймаст, тет. К.-Кушки. Пасара çӳретне эс? Ходишь-ли ты на базар? N. Çӳрекене шăмă тупăнат. Кан. Çӳресен-çӳресен „Хозсельсклад“ тенĕ лапкана пырса кĕтĕм. N. Хула тăрăх хутпа çӳретĕп. Разношу по городу бумажки. Орау. Асăрханарах çӳрĕр, ачамсем! Будьте осторожнее. АПП. † Ылттăн турпас çуттипе Аçтăрхана çӳрерĕм. Альш. Уттари, чуптари (уттарар-и, чуптарар-и?) çӳремешкĕн пирĕн кӳлнĕ утсем начар мар. Регули 41. Манăн утсам килте пор çӳремеллисем. Ib. 40. Кусам çӳремелли утсам; ку утсам çӳремеллисем. || ТХКА 85. Пысăк кĕтĕве йышсăр кĕтме хĕн. Çавăнпа хампа пĕрле кĕтĕве çӳреме икĕ тутар ачи, икĕ чăваш ачи тытнăччĕ эпĕ. || Приходить (куда). Орау. Эп ăна 8 сахатра килме (çӳреме) хушнăччĕ. N. Мĕн тума çӳретĕн! Ск. и пред. чув. 6. Çĕрле çӳрес хăнам çук, утах хăвăн çулупа! || Плавать. Чураль-к. Сакайĕнче çар иртĕ. (Хĕлле пулă çӳрени). || Вести (общественную работу). Ала 89. Халăх çинче çӳрекен çын. || Ходить (о болезни). Çутт. 85. Чир çӳренĕ вăхăтра чĕрĕ шыв ан ĕçĕр. || Ходить (в картах). Изамб. Т. Санăн çӳремелле. || Обходить дома (с визитом). Альш. Тепĕр кунĕ кунĕпе хăнасем каяççĕ „çӳреме“. N. Пĕтĕм яла çӳресе пĕтерсен. || Гулять, прогуливаться. К.-Кушки. Эпĕ паян аслă улăха çӳреме кайрăм. || Гулять (кутить). Чăв. й. пур. ЗЗ. Тата пĕр вăхăтра салтака каймалла ачасем ялта çӳренĕ чух, çав Прухха пĕр ачанăн пилĕк тенкĕ укçине ĕçсе пĕтернĕ. || Ходить с намерением, хотеть, желать, стараться, норовить. Т. VII. Ĕлĕк пĕр арăм тата упăшкине вĕлересшĕн çӳрет, тет. Рак. Кăчунехи ывăл-хĕр хăй пуç пулма çӳре-çке (= çӳрет-çке). Юрк. Эсĕ кĕнеке кăларнине илтсенех, эпĕ темĕн тĕрлĕ савăнсаттăм, пĕр вăхăтра темĕн пек туянма çӳресе те ниепле те туянаймарăм. Трхбл. † Ĕнтĕ ир те пĕччен, каç та пĕччен, чунăм пĕччен выртма çӳремест. (Солд. п.), С. Тим. Туттăр парса вырнаçсан, хăй те пыма çӳрет-çке (девушка. Пыма çӳрет — хочет итти, илме çӳрет — хочет взять или купить). N. Çакăскер мана вĕтес тесе çӳрет-ха та, темĕн, пултарайĕ-ши! Яргуньк. Мăн хурчка пулса хур акăшĕнчен çӳлерех вĕçсе хăпарчĕ, тет; хăпарсан, çав хур акăшне тапасшăн çӳрет, тет. Хурамал. Çав çынсене шуйттан пит вăрçтарасшăн çӳрет, тет. В. С. Разум. КЧП. Вăл çынна усал тăвасшăн анчаж çӳрет. Кĕвĕсем. Аппа ука тĕртет-çке, çутă пулма çӳрет-çке. С. Тим. † Кӳршĕ хĕрĕ кӳрнеклĕ (полная и с красивыми формами тела), туттăр пама çӳрет-çке. || Находиться, пребывать (о предмете, переходящем с места на место). Н. Седяк. † Кĕмĕл çĕрĕ, мерчен куç, арçын аллинче çӳрет. О сохр. здор. Кайран пĕри сивĕрен пăсăлса чирлесе каять, тепĕри сывах çӳрет. Чеб. † Анне ывăлĕ пуличчен, хĕреслĕ тенкĕ пулас та, анне умĕнче (на груди) çӳрес-мĕн. ЙФН. † Атти ывăлĕ пулаччен, кĕмĕл çĕрĕ пулас-мĕн, ырă хĕр аллинче çӳрес-мĕн. Перев. Çак асаннен лăпкă каласа панă сăмахсем яланах ман асра çӳретчĕç. N. Рента (аренда) укси пит пысăк пулсан, çĕр-хакĕ те çӳлте çӳрет. N. † Порçăн тотăр полăттăм, хĕр поçĕнче çӳрĕттĕм; йолимарăм, çӳримарăм. Кан. Куç хĕррисем нихăçан та типĕ çӳремеççĕ. Ib. Хăш çынăн куçĕсем хĕп-хĕрлех çӳреççĕ. Ядр. † Ати çури пуличчен, ылтăм шăрçа пулас-мĕн, ыр çын хĕр мыйĕнче çӳрес-мĕн. N. Ывăлăмăра мĕншĕн ятăн эсĕ? Вăл хамăр куç умĕнче çӳренĕ чух мĕн пур шанчăкăм çавăччĕ. N. Темĕскер кăшăлĕ вăл, тахçанах кунта çӳрет (валяется, находится здесь). || Находиться в каком-либо положении. N. Мĕскĕн телейсĕр чун йытă тырĕнче çӳрет. N. Пит-куç савăнăçлă çурет. || Бывать. К.-Кушки. Иван патне çӳретне эс? Бываешь-ли ты у Ивана? Ст. Чек. Нумай ахутара çӳренĕ те, кун пек япалана курманччĕ. || Жить. Юрк. Хам пĕр майлă çӳретĕп халĕ. Живу потихоньку. Изамб. Т. Пит çӳрейместпĕр. Ман çак ачана темĕскер пулнă. Не очень-то хорошо живем. Не знаю, что случилось у меня с этим ребенком. Н. Карм. † Шухăшламан чухне, тăван, çӳретĕп, шухăшласан чĕлхем çыхланать. Ib. † Çӳренĕ чух эпир çӳрерĕмĕр, сăртран сăрта юртакан пăлан пек. || Употребляться. Юрк. Пашалу вăл кирек хăçан та çиме çăкăр вырăнне çӳрет. || Заниматься (чем). N. Сутупа çӳресе. || Лезть. N. Ан çухăр! Тухса кай кунтан! Эсĕ — нимĕн пĕлмен çĕр хурчĕ; çапах манпа калаçма çӳрен тата. || Одеваться, наряжаться. N. Çӳрессе те таса çӳреççĕ, вырăсла та пĕлеççĕ. || Хлопотать. Ск. и пред. чув. 43. Прошени те çырнă, хатĕр ĕнтĕ, çӳремелли çынсене те суйланă. N. Шкула хăвăр çӳресе уçăр. N. Вутта илме ĕç пĕлекене суйлас пулать, çӳрес пулать, атто ак нумайăшĕ хутмалли çуккипе аптраççĕ, тет. || Иметь общение, связываться. Изамб. Т. Ӳлмĕрен ул Микуç (Николай) ачисемпе ан çӳре. Вĕсем ахалех хăна хĕнеттерсе пĕтерĕç. Халапсем. Вăрапа вăрă çӳрет, лайăх çынпа лайăх çын çӳрет. || Иногда не переводится. Баран. 131. Çакăн пек (такие) чулсем пит хакла çӳреççĕ. || Употребл. в качестве вспомог. гл. ЧС. Эпир ун чухне пурте хуйхăрса çӳреттĕмĕр. N. Илсе çӳре возить (напр. людей, турттар в этом см. не употр.). Çав çулне, тухтăрсене исе çӳренĕ чухне, эпĕ нумай укçа тупрăм. ЧС. Çынсем, ĕçсе ӳсĕрлсен, таçта выртса ан çӳреччĕр, тесе пăхмашкăн, касак пекки суйласа хураççĕ. (Сĕрен). Юрк. Çавăн пек епле эрехсемпе шалта сут тунине пăхса çӳрекен улпучĕ авалхи пĕр хупаха сасартăк пырса кĕрет те, астăва пуçлат. Ib. Кĕсем патне кайса-туса çӳреместĕп. N. Унтан темскер шăрши кĕрсе çӳрет. N. Хăна ху нуша шыраса çӳретĕн. N. Сĕрем иртернĕ чухне пĕтĕм çынна çăмарта, чăкăт валеçсе çӳреççĕ. Ала 69. † Пиртен Шурă Атăлсем, ай, инçех мар, куллен каçса çӳрес çĕртех мар. Сред. Юм. Ташланă чôхне йохайса çӳрет (очень хорошо пляшет). Трень-к. Манăн виçĕ кон хошши (около З дней) поç (шăл, мăй, пилĕк) ыратса çӳрет (болела). Однако скажут: манăн виçĕ кон хошши çăпан ыратса тăчĕ. ТХКА 129. Тияккăнĕ-мытарник пасар-пасар сайранах кĕсре лаша улштарса улшуç пулса, çӳресскер. Вино-яд. Санăн сăмсу та хĕрелсе çӳремесчĕ. N. Лашасене илме Т. кайса çӳрет. За дошадьми (чтобы их накупать) ездить в Т. ЧС. Манăн ура нумайчченех шыçса çӳремерĕ (не долго пухла), часах тӳрленчĕ. Скотолеч. ЗЗ. Улттăмĕш кунне хăмписем тулса çитеççĕ те, тата З—4 кун хушши тӳрленсе çӳреççĕ. N. Çалтак кайсан, çӳрени анчах полчĕ. Кан. Хырăм вăхăчĕ-вăхăчĕпе çех мар, яланах ыратса çӳреме пуçлать. В. С. Разум. КЧП. Эпир пĕр хуларан тепĕр хулана куçа-куçа çӳрерĕмĕр. Ib. Çынсем пасарта япаласене пăха-пăха çӳреççĕ. N. Халь эсĕр пирĕн пата кайса çӳретри? Хамăр маткасам сирĕн пата пырса çӳреççи? См. Оп. иссл. чув. синт. II, 49.

çӳресе тух

все исходить. Баран. 88. Эпĕ кунти çĕре урлă-пирлĕ çӳресе тухнă.

çӳри

хождение, путь. Кн. для чт. 58. Эпĕ вăрă-хурах тавраш мар. Хам ĕçпе çӳретĕп, сирĕн ман çӳрира ĕç те çук.

çăва

(с’ы̆ва), кладбище. НИП. Çăвара, на кладбище (т. е. в могиле). Яргуньк. Кайнă чухне вăсем пĕр чӳркӳллĕ ял витĕр тухса çăва кĕтессине ларчĕç, тет. Эпир çур. çĕршыв 19. Мăн çырман тепĕр енче çăва выртать. Ĕлĕк çак çăва çине 28 ял виллисене пытарнă. Актай. Кайсан-кайсан, пĕр çăва патне çитрĕ, тет те, çăва пуçĕнчен: кунта паян пы(та)рнă çын пур-и? тет. N. Çăва çине пытар. N. Вара, кăнтăрла çитсен, пурте таса шурă кĕпесем тăхăнса çăва çине каяççĕ. Истор. Анчах унта, çăва çинчи пек, çын та пулман. Собр. Çăва патне кайнă виле каялла килни çук, теççĕ. (Послов.) || Употребляется в бранных выражениях. N. Мĕн çăви тума кирлĕ пулнă эп вĕсене? На кой чорт я им понадобился. Сред. Юм. Мĕн çăвине çапла хытланса çӳрен çак эс. Ib. Мĕн çăвине пĕрмай çапла хĕнесе çурен çак э çав ачасĕне ахалех? Ib. Мĕн йĕре-йĕрех асапланса çĕклен ôна, кам çăвн хôшнă поль сана она тума. Ib. Такам çăви килет ĕнтĕ тăта. Чорт еще кого несет. (Гов., когда в духе). Ib. Таçта çăвана кайса пĕтнĕ, киле пĕри те юлман. Ib. Эй, çăва (гласная „ă“ почти незаметна), çавна та тума астуман. Ах, чорт возьми, и это забыл сделать. Кан. Картисем (изгородь) карăнса лараççĕ-ха вĕсем. Пахчари ĕçĕ вĕрет. Вăхăтра ĕçлес пулать вĕт пахчара. Карти вăл çăва патне. В. Олг. Çăва панчи (брань). Слеп. Çăва патне кайманскер! ЩС. Çăва патĕнчи (ругательное слово). Янтик. Эп, укçа пулсан, çăва патне те (куда угодно) кайса килмелле, анчах укçа çук. Ib. Темле çын у, çăва панчен килнĕ пуль: тем те пĕр калаçать. Орау. Виç тенки çăва патне кайтăр, ĕç пулсан темех мар (или: ĕç пулсан вăл ним те мар). Ib. Çăва патне вăрçу-япалу! Хурамал. Тупрăн-и çав япалана? тесен — тунмарăм, елле çăва патне кайнă, теççĕ (или: елле хăяматра, елле çăва патне кайнă). В. Олг. Эккей, çăва патне кайманскер, ме итлеместĕн (легкая брань, шуточная)? Ib. Эс çăва тĕпĕнчен тохса кисе, этем мар эс! Пшкрт. Эс онта каятни? — Ста çăва патня онта каяс. N. Тырă, тесе, вилеймĕн, вăл çапса та пăрахĕ (солдат), çăва патне. Çентерчĕ 11. Кам çăва вăл? — Çăва мар эпĕ, çын. Шурăм-п. Çăва, киле каяс пулĕ тесе, тулчукран анатăп.

çăвар вылят

шутить. N. Эпĕ ăна (это) çăвар вылятса (в шутку) анчах çыртăм, ан çилен.

çăварни

(сы̆варн’и, сы̆варνиы), масляница. М. Ăнтсвăш. Охотников. Çăварни. Масляница у нас продолжалась две недели: первая из них называется „аслă çăварни“ — большая масляница, а вторая „кĕçĕн çăварни“ — малая масляница. Но „аслă çăварни“ служит как бы приготовлением к „кĕçĕн çăварни“, а главное празднество происходит во время малой масляницы. N. Ипир конта çăварни лайăх иртертĕмĕр. Тим. † Хамăр начар пулсан та, тусăмăрсем çӳретрĕç çăварни (в гости). N. Эпĕ çăварни чох корма кайсан, манран уйрăлма та пĕлмесчĕ. N. Эпир çăварния питĕ лайăх иртертĕмĕр, тульккĕ кăçал катаччи питĕ хытах чупмарĕç. Регули 1215. Çăварниран вара сумар выртать. Ib. 1214. Çăварния кĕрсен çăмăр полчĕ. Сред. Юм. Çăварни эрнинче йонкон йор çусан, мăйăр пит полать, тет. (Нар. поверье). Изамб. Т. Çав халлĕн асапланса, çăварни тунтикунĕ вилчĕ. Юрк. Çăварни хушши уяр пулсан, утă çийĕ уяр пулат, теççĕ. (Поверье). Собр. Çăварни эрни кĕнĕ кун. || Катанье на лошади на маслянице. N. Чупрăç-и кăçал çăварни?

çăк

воз. СПВВ., Магн. М. 173. Хурамал. † Урхамахсем улттăн, утçăм пĕччен, çăк туртаймĕ тесе, хăратăп; çичĕ ютсем çиччĕн, эпĕ пĕр пĕччен, кун кураймăп тесе, хăратăп. N. Эпĕр пĕр турам пани сана пĕр çăк пултăр, теççĕ. (Похороны). Самар. Çул-ту çинче чиялăх, аври-аврипе хуçаççĕ, милки-милкипе çыхаççĕ, çăкĕ-çăкĕпе тияççĕ. Истор. Çавăн чух Киевелле çынсем çăксемпе пынă. См. Отгол. Золотоорд. стар. в нар. вер. чув. 2З. || В перен. знач. Сред. Юм. Ӳсĕр çынна, тайкаланма пуçласан: çăк çитнĕ кон, теççĕ. || Некогда — порука, поручительство. См. Отгол. Золотоорд. стар. в нар. вер. чув. 23, 24. Çăка кĕр, поручиться.

çăкăник

восклицание неизв. зн., которое произносит старший дружка на свадьбе. Ала 62. Ман-кĕрӳ пуринчен мала ларать, аллине сăра курки тытать. Вара вĕсем виç тапхăр тăрса лараççĕ. Виççĕмĕш тапхăр тăрсан, сĕтел хушшинчен тухаççĕ те, каччин ашшĕпе амăшне малти сак çине лартса, вĕсен умăнче икĕ тапхăр çаврăнаççĕ, виççĕмĕшĕнче пуççапма лараççĕ. Пуççапма ларас умĕн мăн-кĕрӳ: „Çăкăник!“ тет те, халăхсем пурте пуççапма лараççĕ. Пуççапнă вăхăтра мăн-кĕрӳ çак сăмахсене калать: „Ах аттеçĕм, аннеçĕм, пыр çиме те кирлĕ мар, ал тытма та кирлĕ мар, сирĕн пĕр пус укçăр пĕр сум мар, икĕ пус укçăр ик сум мар, эпĕ сирĕн укçăра ыйтмастăп, пуç сывлăхне ыйтатпăр; эсир пиллесессĕн — пин кунлăх, эсир пиллемесен — виç кунлăх“, тет. Çак сăмахсене мăн кĕрӳ каласа пĕтерсен, пуççапса ларакан туй халăх çапла юрласа ярать: „Чĕнтĕрлĕ те кĕпер, юман кашта, авăна-çке шывăн хумĕпе; çинçе-ях та пӳçĕм, аван чунçăм, тайăла-çке ватсен умĕнче. Пахча та пахча купăста, сире те пултăр, ватăсем, çинче те пӳлĕ сарă хĕр, пире те пиллĕр, ватăсем. Пиллĕрсем-и, атте, пиллĕр, анне, эсир пиллесен — пин кунлăх, эсир пиллемесен — виç кунлăх. Сирĕн пиллĕх пире çитес пулсан, ирхи сывлăм шывпе ким юхтăр; сирĕн пиллĕх пире çитмесен, Шурă Атăл çинче ким лартăр“. Унтан вара çак сăвăсене юрласа пĕтерсен, мăн-кĕрӳ калать халăхсен çинелле пăхса: „Упăтĕк!“ тет. Вара халăх тăрать те, ларакан ваттисене пĕрен чуп-тума тытăнаççĕ. Чуп-туса пĕтерсен, вăй-кил уйăрма каяççĕ. Пӳртрен тухса кайнă чух мăн-кĕрӳ аллинчи куркана алăк патĕнчи çынна тыттарать те, çак сăмахсене калама тытăнать: „Ах пиччеçĕм (ятне калать лараканнинне), çав (ятне калать) пуян туй кӳртет, çав пуян ывăлин туйне кӳртет, ватă-вĕтĕ — пурте туй курма пырăр, сăмсипе сывлан, кучĕпе шăван — пурăр та туйкурма пырăр“, тет. Унтан вара вĕсем тухса каяççĕ. Вĕсем çул çинче виçĕ тапхăр чарăнса такмак каласа ташлаççĕ. Ку киле çитсессĕн, мăн-кĕрӳ алăк патне пырать те, алăк патĕнче туй халăхĕсем апла каласа юрлаççĕ: „Хуçа та пире сăра пар; сăру та пулмин, ху та тух; ăснă та сăру сĕвĕрĕлчĕ пуль, пиçнĕ яшку сивĕнчĕ пуль“…

çăкăр çĕрт

переваривать хлеб“. Юрк. Эсĕ килессе кĕтсе, эпĕ те нимĕн те тумасăр, кăлăхах çăкăр çĕртсе пурăнатăп (попусту ем хлеб).

çăл

(с’ŏл, сы̆л), ключ, родник. N. Çăл тухать, пробивается родник (в реке). ГТТ. Çăл тухнă. Ib. Çăл типнĕ. Актай. Çăл пур тăвайккинче икĕ кăвакал ларат. (Хĕр чĕччи). Сятра: с’ŏлдан шу э̆снэ̆ чона валдан коры̆к чэ̆бэ̆тсэ татса п̚ы̆раҕаччы̆, шу озалы̆ сын ы̆шна кэ̆рэсрэн. ЧС. Вăл çăл пит хаяр, çавăнпа вăл упăшку суха тунă чух çавăнтан шыв ĕçнĕ те, тата шĕлепе (шĕлепкепе?) ана çине юлташсам валли ăсса кайнă, çăл ăна тытнă, халĕ ĕнтĕ ăна çăл чӳклемесен ямаст, чӳклемесен упăшку та вилĕ, тенĕ. Ал. цв. 9. Шыв çăлран тӳрех кĕленче чашăк çине юхса кĕрет. Бес. чув. З. Вăл çырма çула çăл пек кăна юхса выртнă, çуркунне темĕн тĕрлĕ хытă, çырма хĕррисене ише-ише юхса пынă. || Колодец. Изванк. Çăлĕ çине пăхсан, çара çăмарта анчах куратăн, пит йĕрĕнчĕклĕ. Çав çăмартасене, е ĕслĕк ерсен, е кĕсен-çăпан тухсан: çав çăл тытрĕ пулĕ, тесе, кайса яраççĕ. Ib. Чăх ашне пĕçерме çав çăлтан (т. е. Яшутка çăлĕнчен) шыв ăснă чухне: эпир шыв ăснăшăн ан çилен, тесе, пĕр çăмарта ячĕ. (Поминки). Ачач 2З. Анне, кала-ха: эпĕ ăçтан çурăлнă? тесе ыйтсан, амăшĕ çапла тыттарнă ăна.— Сана çăлран туртса кăларнă, тет. Орау. Мĕн пур çăла вĕлерекен амаль ярса тултарнă, тит. Она отравила все колодцы.

çăлтăр

(с’ŏлдŏр, сы̆лды̆р), звезда. Вопр. Смоленск. 1) Çичĕ çăлтăр, Большая Медведица, 2) икнĕ(?) çута çăлтăр, вращаются вокруг неподвижной (оси), З) хĕрес çăлтăр, 4) курка çăлтăр, 5) выйлă çăлтăр, 6) христос çăлтăр, 7) такана çăлтăр. СТИК. Çăлтăра чашкă пысăкăш теççĕ, уйăха йĕтем (ток) пысăкăш. Трхбл. Çăлтăр мĕн пысăккăш? — Çалтăр пирĕн пысăк ала пысаккăш вăл, тетчĕ пире анне. Ст. Чек. Çăлтăр йĕтем пек (величиною с ток). Альш. Ирпе çăлтăрсем сӳнчĕç (погасли). Ib. Кашни çыннăн пĕлĕт çинче хăйĕн пĕр çăлтăр пулать, тет: çуралнă чухне тухать, тет те, вилнĕ чухне пĕлĕт çинчен ӳкет, тет. Ib. Çăлтăрсем куçĕсене чалăртса пăрахнă (сивве). Вызвездило (к морозу). Сред. Юм. Çăлтăрсĕм куçĕсене чарса (уçса) пăрахнă (в ясную холодную ночь, когда ясно виднеются звезды). К.-Кушки. Çăлтăрсем туха пуçланă (показались). Ст. Ганьк. Çĕр тавранать — таврăн; уйăх тавăрăнать — таврăн; çăлтăр таврăнать — таврăн; кун таврăнать — таврăн. (Из наговора). N. Çăлтăр хыççăн çăлтăрсем, вĕсен шучĕ çук. Н. Лебеж. Эпир, эпир, эпирччĕ, утмăл икĕ хĕрччĕ, çутăличчен çук пултăмăр. (Çăлтăр). ГТТ. Çăлтăр аннисем, çăлтăр хăпарни, çăлтăр сӳннисем те пур. Ib. Çĕрле пулсан, уйăх-çăлтăр курнă эпĕ. N. Шывра çăлтăр ĕмĕлки корнать. Юрк. Кĕвенте çăлтăр, çутă çăлтăр, ала çăлтăр. Çич çăлтăр. Пшкрт. Кӳенте çăлтăр; ала çăлтăр. Ст. Чек. Çăлтăр сăват — куçĕсем пит те час-час пĕр енчен тепĕр енне пăхаççĕ, пуçĕ те час-час пĕр енчен тепĕр енне çавăрăнат. Сред. Юм. Пĕчик ача таса, илемлĕ пôлсан: ачи çăлтăр пик, теççĕ. Хурамал. Çăлтăр ансан, çын вилет, теççĕ. Курм. † Пирĕн куçран мĕн пăхас, çут çăлтăра корман-и? Н. Карм. † Пуçу çине çăлтăр антăр! (Пожелание смерти, проклятье). N. Эп сана çăлтăр кăтартса ярăп, или: эсĕ манăн çăлтăр курăк (иначе: вут çути кăтартăп). Я тебя так ударю, что искры из глаз посыпятся. || Метеор. МПП. Çăлтăр ӳкни. || Фамильное прозвище мужчины. Козыльяр.

çăмри

находящийся рядом. N. Кай кунтан, эпĕ хваттер ямастăп, ав ман çăмрисĕмех яраççĕ, çавăнта кайса çывăр. См. çумри.

çăм-çакки

привесок. Сред. Юм. Сан пик çăм-çаккисĕне (гов. худому, слабому, без силы) виç-тăваттăшне те çĕнетĕп эпĕ.

çăмăлăн

çăмăллăн, легко. Альш. Çăмăлăн çĕклет: Поднимает легко. О земл. Çĕнĕрен сухаласа, йĕри-тавра чавса çавăрăннипе çĕр кăпăшланать, çавăнпа сывлăш та унта çăмăллăн кĕрет. N. Ытти çынсем пур те çăмăллăнах кĕре-кĕре кайрĕç, пĕр эпĕ анчах тула тăрса юлтăм. || Легкомысленно. Кан. Мешчанинăв тусăм, пултаратпăр вĕт! Ĕçме те, ĕçлеме те (?) пултаратпăр! — тесе çăмăллăн калаçать Гребеншчикăв. Орау. Çăв çăмăллăн калаçакан çынна тархас килет-çке ман! || Надобность, дело, negotium. Янтик. Мĕн çăмăла килтĕн-ха эсĕ? По какому делу ты пришел? Ib. Эпĕ сирĕн пата çăмăла килнĕччĕ те (просить денег или вещь). N. Мĕшĕн каяс çӳлĕ касса, мĕн çăмăлшăн? — Кĕмĕлшĕн. N. Ун патне çитсе, çăмăлпа пынине (по какому делу пришел) каласа кăтартнă. Нюш-к. Çăмăла килтĕм (пришел просить вещь). Юрк. Ку çăмăлăрпа эсир ман патма ыран килĕр. Унччен эпĕ унтан ыйтса пĕлем, кайран вара сире пурсăра та каласа парăп.

çăп-çаврака

то же, что çăп-çавра. N. Эпĕ калатăп: пирĕн çĕр çаврака, арпус пек çăп-çаврака.

çăпата

(сы̆бада, Пшкрт: сы̆βада), лапоть. КС. Порядок плетения лаптей. Çăпатана — 1) хуçаççĕ: самсине хуçаççĕ (устраивают), кĕллине хуçаççĕ; 2) тавăраççĕ; З) пуçланă пушăчсем пĕтсессĕн, вара çĕнĕрен пушăтсампа саплаççĕ. Çĕтĕк çăпатана та саплаççĕ. В. Олг. Çăпата хуçас, саплас, кĕллине таврас, тирес. Пшкрт. Çăпата сапла. Охотников. Лапти (çăпата) в девять лык много сложнее, чем обыкновенные, в семь лык. Это верх искусства своего рода, и редкие умеют их плести. Они изящнее обыкновенных, поэтому их носят большею частью парни-щеголи да девушки, и то только по праздникам. Чăвашсем 5. Ватăличчен, йӳтиччен пурăнмалла ту, çăпатине кутăн сыракан пуличчен усра. (Молитва о новорожденном). Якейк. † Пĕчĕк пуçлă çăпати, посас çĕре посимар. Шурăм-п. Хусах ача хăтана пырсассăн: вăл çăпата пĕлет-и? тесе ыйтнипе пĕрле: вăл шут (счет) пĕлет-и? теççĕ. Пазух. Çиччĕпеле хуçнă сар çăпата тăххăрпала тунинчен ирттерет. Кадыш. Эпĕ çăпата тăвакан çын анчах, çук çын, уйăрăлнă çын. Юрк. Тепĕр енчен, вĕреннийĕн усси те пулман, ахаль çăпата çĕтсе çӳренни (= çӳрени) анчах пулнă (только попусту драл, изнашивал лапти). ЧП. Вуниккĕн çăпата эп сыртăм. ТХКА 26. Ку çăпатана сĕтĕрсе çӳреме ура вăй çитмест ман. Ку çăпата ытла тарăн, кантрисем кĕске, тесе, виçĕ кун ман карчак ятлаçса çӳрерĕ манпа. Ib. Вăл çăпата тарăн, пысăкрах, кантри кĕскерех пулнăччĕ. Ib. 18. Сĕтел çине çăпата хунă, тавăрнă çăпата; пысăк çăпата; калăпне кăларман; пушăт вĕçĕсем тăраткаласах тăраççĕ, шĕшлĕ, кукăр авăрлă шĕшлĕ, çăлата кĕллине тирĕнсе тăрать. Çăпатине хуçса пĕтереймен: вăхăт пулман пуль çав. Орау. Ах, тур çырлах, хăнкăлисем çăпата пек (с лапоть). Ib. Ванюр Йăвань пĕвинче карассем çăпата пек (т. е. крупные). Ib. Паян эп пĕвере пĕр шапа куртăм — çăпата пек! Трхбл. Çăварĕ çăпата пек (большой). Ib. Çăпата çăвар, большеротый.

çăпата пуçĕ

носок лаптя. N. † Çĕнĕ çăпата эпĕ сыртăм, пуçне пылчăк тивминччĕ. (Хĕр йĕри).

çăрхала

бежать иноходью. Юрк., КС. СПВВ. Çăр, çăрха, иноходец; çăрхаласа чупать (иноходью). Лашм. † Кĕçĕн Çарăмсамăн, ай, леш енче хура кăтра çăрхисем çăрхалаççĕ. Ау ЗЗ9. † Çĕр çитмĕл сум париччен хура çăрха эпĕ илĕп: ир тухсан та çăрхалĕ, каç тухсан та çăрхалĕ. Бюрг. † Пĕчĕкçеççĕ лаша — шурă лаша, сăрт çамкине çитсен çăрхалат. Юрк. Лаши мĕскĕн, тепле начар пулсан та хытă сăптăрнăран, пуçне çăрхаласа чупа пуçлат. || Семенить. Альш. Курак, курак кураклат, хура çĕр çинче çăрхалат. Сред. Юм. Мĕн çăрхаласа çӳрен эс тек килĕрен килле. Ib. Ôттине те ôнта пĕлмес вит ôлă, çăрхаласа çиç отать; пăх-ха ĕнтĕ епле çăрхалать. N. † Çичĕ ютăн туй халăх ват йытă пек çăрхалать. Н. Лебеж. † Икĕ аллине сарса çăрхалать, ял вĕçĕнчен пăхса палларăм. Ст. Чек. Çăрхаласа пырат — вĕт-вĕт утса шырат, ташласа пырат.

çăт-çăт

(сы̆т- сы̆т), плотно, хорошо. Орау. Вăл путьсĕр çĕвĕçе çĕлеттерсе пустава сая яни анчах. Курман-и эсĕ Тăрахвинсене, Энтрисене çĕленĕ халатсене, пурне те вăл темскерле мишук пек çĕле-çĕле панă. Касма та, çĕлеме те пĕлмест вăл; вăл çĕленĕ тумтирсем, тăхăнсан, çăт-çăт никам çинче те курман эпĕ.

çăтăр-çатăр

подр. разнообразному треску или хрусту. Стюх. Ослабы. Хăваласа пынă чух пăр çăтăр-çатăр турĕ. НАК. Эй, хай кĕлте çыххи кайрĕ вăрмана çĕмĕрттерсе, йăвăçсем çăтăр та çатăр (легкий хруст) тесе анчах пыраççĕ. См. кĕлте-çыххи. Сред. Юм. Йоман трук шат туса хуçăлмас, çăтăр-çатăр туса хуçлать. Якейк. Çол çине прахса хăварнă çапă орлă орапапа çăтăр-çатăр тутарса каçса карĕ. Орау. Çăтăр-çатăр вăрманалла кĕрех карĕ (с треском ломая сучья). Альш. Хай кашкăр çăтăр-çатăр тутарса улăхса кайрĕ çырмаран (таща бочку). Ала 4°. Çав вăхăтра манăн ал вĕçĕрĕнсе карĕ те, эпĕ çăтăр-çатăр анчах анса карăм çăка хăвăлне. || Чăв. к. Хăй киле çăтăр-çатăр выляса чупа пачĕ (жеребенок). || Мелкота (о кустарнике). Орау. Вăрманне касса пĕтерчĕç те, халĕ çăтăр-çатăра та ӳстермеççĕ. Хурамал. Çăтăр-çатăр тесе вĕт хулла, çаппа калаççĕ. Ib. † Çăтăр-çатăр çатана хуçкала та, вута чик; çав ялсенĕн хĕрĕсене тапкала та, ĕçе хуш. Бур. † Çăтăр-çатăр çатана, эп авмасан, кам авас. ЙФН. Çăтăр-çатăр (начар çапăран тунă япала) карти пур, карта сикен лаши пур.

çăтмах

рай. А. Турх., СПВВ. ТМ. Т.IV. Мункунта вилнĕ çынна çăтмаха кĕрет, теççĕ. Н. Шинкусы. Çăтмахра (тутлăхра) ырă вырăнта пулччăр, йывăр тăприсем çăмăл пулччăр, выртнă вырăнĕсем мамăк пулччăр! (Поминовенье предков в молитве ӳчӳк). СПВВ. ИФ. Пĕр-пĕр çамрăк е ватă çын вилсессĕн: пилĕ тутăр, çăтмахра пултăр, теççĕ. Лайăх вырăн. СПВВ. ЕС. Çăтмах — рай, савăнăçлă пурăнăç. Юрк. Мункунта вилнĕ çын çăтмаха, кĕрет пулат. Нюш-к. Вилнĕ çынна хывнă чухне юсмана тата-тата: çăтмахра пултăр, тесе, пăрахнă. Эпĕ пĕчикĕ чух ваттисене асăннă кун асатте, чашăк хĕррине йĕри-тавра çурта лартса, чашăка: çăтмахра пултăр, çăтмахра пултăр, тесе, икерчĕ тата-тата пăрахатьчĕ. Ваттисене асăннă кун тĕн айĕнчи пĕрене çине те тĕн айнех çуртасем лартаççĕ. СПВВ. Х. Çăтмахра пултăр (в раю. Ядр). Русак. Тумлантарсан, çурта çутса (..çинче çăкăр çумĕнче): пилле, тесе, хываççĕ. Пахил пул (усал ан ту, тени пулат). Çăтмахра пул (райра пул, тени пулат), йăвăр тăпра (и?) çăмăл пултăр. Вилнĕ çынне килтен хуп çинче пирсемпе çĕклесе каяççĕ. Изамб. Т. Çăтмахра выртăр! (Обращение к умершим на поминках). Ск. и пред. чув. 67. Çăтмах пекех туйăнать Силпи чăваш ялĕнче.

çăттăл-çаттăл

подр. звукам более редких и сильных ударов, чем те, которые обозначаются мимемой çăтăл-çатăл или çăт-çат; подр. хлестанию более сильному, чем çăтăл-çатăл, но вместе с тем и более редкому; подр. движениям трепещущей в посудине рыбы, более редким, чем те, которые изображаются мимемой çăтăл-çатăл. Сред. Юм. Такши пĕри çапăнать полас: милĕк сасси çăттăл-çаттăл илтĕнет. Ib. Ман мунчара нăмай ларас килмес, эпĕ пĕртак милĕкпе çăттăл-çаттăл тутаркалап та, тухатăп. Ib. Кăвакарчăнсĕм кăш чохне ик çоначчине тивертесе çăттăл-çаттăл тутарса вĕçсе каяççĕ.

çăттăр-çаттăр

подр. треску и лому. N. Хураçка çăттăр-çаттăр, çуни-мĕнĕпе кĕлет айне кĕрех кайрĕ (забежала под. амбар). Сĕт-к. Манăн лаша çăттăр-çаттăр карĕ те, эпĕ ӳкрĕм-юлтăм (я и вывалися). СТИК. Лаша темрен хăрарĕ те, хай çамрăкскер, çăттăр-çаттăр тутарса çатăртаттарса карĕ. Молодая лошадь чего-то испугалась, рванулась, бросилась опрометью в сторону (телега перевернулась, оглобли сломались). Городище. Çăттăр-çаттăр! иртсе кайрĕ. Промчался быстро, как сумасшедший. || Вспыльчивый. Городище. НИП. Çăттăр-çаттăр туса илчĕ. Вспылил.

çĕве

(с’э̆вэ,) молоко, поставленное на квашение, чтобы оно свернулось. Трхбл. Çĕвене яр = тăпăрчă пулма яр. Çĕве шывĕ, сыворотка. Тăпăрчă шывĕ. Сред. Юм. Тип тытнă чохне сĕте ниçта хорса вырнаçтарма аптрап та эпĕ, çĕве ярап (= чăхăт тăвап, т. е. делаю сырцы). Ib. Сĕт пит нăмай та, чăхăт тăвас тесе, çĕве ятăм-ха (сделала творог). Н. Седяк. Çĕвĕ — тăпăрчă тума лартнă сĕт.

çĕкле

(с’ӧ̆к’л’э, с’э̆кл’э), поднимать. Янш.-Норв. Вăл (вутăш) çапла хăйне кашкăрсенчен кăшкăрса хăтарнăшăн çынна çĕклейми укçа парать, тет. Чăв. й. пур. 37°. Ăçтан пыннине хам та сисмерĕм, çитрĕç те, урапа çине çĕклерĕç-пăрахрĕç (меня). N. Пит нумай çĕклерĕн. Çĕнтерчĕ 47. Георгине çĕклесе тăратса лартать (поднимает и ставит на ноги). ТХКА 70. Эпĕ Петтяна çĕклесе тăратрăм. || Носить. В. Олг. N. † Кĕтӳре тимĕр кăвак çук, йĕвен çĕклесе каясси çук. Байгул. Тата хăш чухне йăмăка çĕклесе çӳреттеретчĕ (заставляла носить на руках). || Брать. Бижб. Çынна ытла сăмах каличчен, ытла чĕлĕ çăкăр çĕкле. (Послов.). Собр. Çынна сивĕ сăмах калаччен, пĕр чĕлĕ çăкăр çĕкле. (Послов.). || Выдержать, сдержать. Кильд. † Çĕр çирĕм (вар. çĕр çитмĕл) пĕрене кастартăм, çĕр çĕклейми пӳртсем ларттартăм. Сред. Юм. Кăçал ôлма пит пôлнă та (уродились в изобилии), ôлмăççисĕм çĕклесе те лараймаççĕ. || Поддерживать, помогать. N. Халĕ ăна ывăлĕсем пăртак çĕклесе пурăнаççĕ. N. Патшалăх пухăвĕ тĕрлĕ ĕçре пурăнакан халăхăн нушине çĕклеме (облегчить) тăрăшмастчĕ. ЧП. Хура-халăха çĕклес. N. Усал çын хăй хутне кĕрсе шанчăк илекенĕн камăлне çухатать, хăйне ырăлăх тунине вырăна хуман çын хăйне çĕклекене пăрахать. N. Вара эпир, ун пек çĕклесе тăракан çын тупсан, çынсенчен те хăрами пулатпăр. Альш. † Купăсçăçăм купăсçă, ман сассăма кам çĕклĕ? Ман сассăма эс çĕкле, сан сассăна эп çĕклĕп. || Служить подспорьем. О сохр. здор. Тĕрлĕрен кĕрпе, çĕрулми, ытти пахча çимĕçсем те çăкăра пит нумай çĕклеççĕ. || Поддерживать дух. N. Йăвăрлăх килсен, унăн чунне çĕр ĕçлени çĕклесе тăнă, çавăнпа унăн ӳчĕ-пĕвĕ час çемçелмен. Хора-к. Йывăр хуйăха ĕç çĕклет. (Послов.). Пазух. Ырă аттеçĕм, аннеçĕм. Сирĕн хуйхăра кам çĕклĕ? Турăпа пӳлĕх хăй çĕклĕ. Самар. † Аслă урам хушшисем тумхахлă, тумхахлă та пулин çĕр çĕклĕ; пирĕн пуçсем хуйхăлă, хуйхăлă та пулин турă çĕклĕ. Хĕн-хур. Ай, ăнсăр, хĕн-хур куракан çынна турă хăçан та пулин çĕклет. N. Хăйне хăй çĕклесе çӳрет. || Носить (званне). N. Ĕç мĕнлине тӳрех, уççăн калас пулать. Тӳрех каламан çын халăх шаннă çын ятне çĕклеме тивĕçлĕ мар. Ст. Ганьк. † Урçа ятне çĕкличчен (т. е. чем быть женою вдовца, = тӳсиччен), тулă пăтавкки çĕклейĕп. || N. Эпир халĕ тутăр-сурпан вĕçĕсем те çĕклеместпĕр. || Снимать грязь, очищать. || Принимать (на себя) Альш. † Кĕпе кирĕкне кĕл çĕклĕ, кĕл кирĕкне мĕн çĕклĕ? Кĕл кирĕкне шыв çĕклĕ. Ала 72°. † Ман çылăха кам çĕклĕ, кам çиекен çав çĕклĕ. (Хороводн. п.). || Принимать (в картах). Изамб. Т. Эсĕ миçе карт çĕклерĕн? (У КС. — тытрăн). || Поднять (урожай). N. Кĕр çитрĕ. Çĕр, юрлăхсене шеллесе, тырă çĕклесе пачĕ. || Уносить, украсть. Изамб. Т. Ку, Микуç, хăйсенчен пĕр кил урлинне сурăхне çĕклеме кайнă. || Расплачиваться, poenas luere. N. Алли тунине арки çĕклĕ, теççĕ. (Послов.).

çĕлет

понуд. ф. от гл. çĕле, заказать шить. К.-Кушки. Эпĕ кăçал тăлăппа кĕрĕк пĕрлех çĕлетрĕм. Ib. Иванпа Марьене кĕрĕк çĕлетрĕм. Я сшил (т. е. заказал портному и он сшил) по шубе для Ивана и Марьи.

çĕлеттер

вдвойне понуд. ф. от гл. çĕле, заставить шить. К.-Кушки. Эпĕ Иванпа Марьене кăçал кĕрĕк çĕлеттертĕм. В нынешнем году для Ивана с Марьей я справил шубы. Ib. Вăрмантан пĕрре вутă тиесе килсе панăшăн виçĕ кĕпе çĕлеттерчĕ. N. Кивĕрен (из старья) атă çĕлеттертĕм.

çĕлĕк

(с’э̆л’э̆к, с’э̆л’э̆к’), шапка. В др. гов. ĕçлĕк, калпак. П. Пинер. † Пĕлтсем юхат, пĕлĕтсем юхат, пирĕн пуçри çавра çĕлĕк пек. С. Айб. Старик мана: кайса ил çĕлĕке, тет. Эпĕ: çĕлĕкӳ пулсан, кайса ил, тетĕп. Собр. Ваттисен сăмахне çĕлĕке пуç айне хурса итлеме каланă, теççĕ. (Послов.). Юрк. Пуçне ĕлĕк чухне тил çĕлĕк тăхăнтарнă, халĕ ĕнтĕ тил çĕлĕк вырăнне тӳнтерле çĕлĕк тăхăнтараççĕ. Ib. Тимĕрçен чăвашĕ чиркӳре, кĕлĕ вăхăтĕнче, çĕлĕкпе тăра парат. Тепри, унпа юнашар тăраканни, ку çапла чиркӳре çĕлĕкпе тăнине курсан: Василий Иванович, эсĕ мĕншĕн чиркӳре çĕлĕк тăханса тăратăн? тесе ыйтат. ЧС. Ăста кирлĕ унта çĕлĕк пек (с шапку) вутла хĕмсем пыра-пыра ӳкеççĕ (во время пожара). N. Пуç çурăлсан — çĕлĕкре, ал хуçăлсан — алсара. (Послов.) Ст. Чек. Вăл пĕр çĕлĕк пек кăна исе килчĕ. N. Как только чӳкне кĕл тăваканни: çырлах, тесе, çĕлĕкне хурса пуççапсан, пĕтĕм çын ӳксе пуççапать. Букв. Пĕр çĕлĕкĕн хĕрĕх саплăк. (Мунча чулĕ). Чертаг. Çĕлĕк, островерхая старинная шапка, уже вышедшая из моды (нынешние шапки зовутся калпак). || Венчальный венец. Максимк. || Хохол. Изамб. Т. || Шишак. Шел. 24. Пуçри чухăн (чугунную) çĕлĕкне васканипе Пӳлере хире, манса хăварчĕ.

çĕмĕр

(с’ӧ̆мӧ̆р, с’э̆мэ̆р), разбить. Кан. Кайса çапса çĕмĕр çав çынăн (= çыннăн) чӳрече-кантăксене (у др. чӳречисене). Изамб. Т. Акă çăмартине çĕмĕр (т. е. скушай яичко; гов. угощающий). N. Шăлсăр карчăк шăмă кышлать. (Тылă, кантăр çĕмĕрекенни). Синерь. Кашкăр сиккер-сиккĕр, тет, ниепле те кăлараймасăр, хӳринех çĕмĕрсе, каялла пăхмасăр тарчĕ, тет. || Разрушать, ломать, раззорять. Перев. Ула-курак йăвисене çĕмĕрме карăмăр. || Обкрадывать, Синьял. Çаксен пĕр пахча пур, тет, çаксен пахчине çĕрле çĕмĕрсе каять (кто-то приходит ночью и абкрадывает), тет. Чист. Качакасем купăстасене çĕмĕрсе пĕтернĕ (потравили). N. Çар витĕр çĕмĕрсе, çав слон патне чупса пынă. || Громить, грабить. Б. Олг. Вот вара çĕмĕрме поçларĕç вăлсане, пит çĕмĕрчĕç он чохне вăлсане, пит пусăк соран (убыток) полчĕ çынсане. М. Сунч. Çак мур пирĕн таврари ялсенче пит çĕмĕрсе çӳретчĕ. Орау. Хурт çĕмĕрнĕшĕн пит пысăк çылăх пулать, тит; вăл çылăх çынна вĕлерннпе пĕрех, тит. || Указывает на силу движения. Баран. 56. Çитес çуркунне çĕнĕрен килĕр, чипертерех çĕмĕрсе çӳрĕр! тенĕ (Т. Бульба). Эльбарус. Ал-арманьпех çĕмĕрсе çитнĕ во. Хурамал. Çапла калаçнă вăхăтра упа çĕмĕрсе кĕнĕ (вломился к ним). Цив. Лаши пĕтĕм халăх ăшĕнчен çĕмерсе патша хĕрĕ умне сиксе ӳкрĕ, тет. Çутт. 81. Çуни çине ларать те, сарт айнелле çĕмĕрет (летит под гору). Юрк. Пилĕкĕсене тытса çĕмĕрсе (во всю) ташла пуçлаççĕ. Эльбарус. Тата ĕнисем ман хыçран таптама хăтланса, мĕкĕрсе, вăрмана янтратса, çĕмĕрсе пыраççĕ. Баран. 174. Халăх çĕмĕрсе кăшкăрнă (очень громко). Ib. 54. Вара Тарас поляксем витĕрех тухма шухăш тытнă. Витĕр çĕмĕрсе тухса пынă. || Промыть. Кан. Пĕвене иртнĕ çуркунне шыв çĕмĕрсе кайнăччĕ. || Изувечить. Чăв. й. пур. 19. Ялти çынсене те пурне те хĕнеспе, çĕмĕреспе хăратса пурăннă (держал в страхе). || Пороть, бить. Турх. Ача-пчана ăна çĕмĕр, тетчĕç. || Разорвать. N. Пĕр кашкăр сиксе тухрĕ, тет те, лашине (его) çĕмĕрсе тăкрĕ, тет. || Поднимать гам, горланить. Альш. † Савни анать шывалла, сассипелен çĕмĕрсе. Ск. и пред. чув. 81. Çĕнĕ кĕрӳ çумĕнче çичĕ юланут ташлать, пĕтĕм яла çĕмĕрсе, çăвар карса антăхать (горланит на всю деревню). КС. Çĕмĕрсех калаçать (громко или грозно). Юрк. Автан каçхĕне пит çĕмĕрсе авăтсан, çумăр пулат. ТХКА 103. Сĕм вăрмана упа-кашкăр, сасси çĕмĕрет. || Грохотать (о пушках). Полтава. Сăртсем тăрăх тупăсем хыт янтраса çĕмреççĕ („по холмам грохочут пушки“). || Бушевать. N. Пĕр маях çил тăвăл çĕмĕрсе тачĕ. || Употр. в чувашизмах. Сред. Юм. Паян ĕçлесе çĕмĕртĕм (сегодня много работал). Ib. Эс авăн çапса çĕмĕрен ĕнтĕ, тепле тырри çитĕ сана çапма! (Гов., с иронией, человеку, который не может хорошо молотить). N. Тем чул пуçа çĕмĕрсен те (ломать голову), аса илимарăм (илеймарăм). N. Ăша çĕмĕр, огорчать. Ачач. Тем шутсăр пысăк ĕç çинчен хытă шухăшласа пуçне хытă çĕмĕрсе утакан)... Йӳç. такăнт. 52. Çĕмĕрме тапратрĕ. || Ругать, пробирать. ТХКА 85. Выльăха курайман çынна эпĕ хытă çĕмĕреп.

çĕмĕрĕл

разбиться. N. Эпĕ пӳртрен тухса кайнă чухне сĕтел çине чӳлмек лартса хăвартăм, килсе кĕнĕ чухне чӳлмек çĕмĕрĕлсе выртат. ТММ. Чул çине ӳкет — çĕмĕрĕлмест, шыв çине ӳкет — çĕмĕрĕлет. (Хут). Альш. † Приюм алăк — кленче алăк, хытă ан тап — çĕмĕрĕлет. Çĕмĕрĕлмекай, çунса кайтăр, ман çамрăкпуç çухалат! N. Приюм алăк — кĕленче алăк, уçса хупсан çĕмĕрĕлет, çĕмĕрĕлмекей (так встречается дважды), çунса кайтăр, ман çамрăк пуç çухалчĕ. || Ломаться. Орау. Тепĕр, мăнтăртарах çын ларсан кĕç çĕмĕрлсе анас пек çуна пурччĕ (или: çĕмĕрĕлмелле çуна пурччĕ). Ib. Çуни кĕç-вĕç çĕмĕрлес пек пырать. Сани того и гляди развалятся. || О ломоте. Т. IV. Шăм-шак çĕмĕрĕлсен, йĕпе пуласса, теççĕ. Так и у КС. Чума. Пуринчен ытла пилĕк таврашĕ çĕмĕрлес пек ыратать (страшно ломит поясницу). || Изувечиться. N. Вилекен сахал полчĕ, çĕмĕрлекен номай полчĕ. || Шуметь, галдеть и т. п. ППТ. Малтан халĕ, пĕр пилĕк-ултă киле çитеччен, тата пуçа каяччен (пока не опьянеет), пит çĕмĕрĕлмеççĕ. Тип-Сир. Тапраттĕр, тет, çĕмĕрлме хăйĕн пӳлĕмĕнче: юрлат, ташлат, тет. Альш. Ташлаççĕ, çĕмĕрлеççĕ. Мокры. Вăйсам (какие-то зимние игры) пуçлаççĕ те, çĕр хута килрен киле ташласа çĕмĕрлсе çӳреççĕ. ППТ. Йытăсем çĕмĕрĕлсе (ожесточенно) вĕреççĕ. Хурамал. Унта камăн ют ялта хурăнташ пур, çавсене пур килĕрен хăна чĕнеççĕ те, ялĕпе çĕмĕрĕлсе юрласа ĕçкĕ тăваççĕ. ЧС. Ял хушши вара çĕмĕрĕлсе анчах тăрат (от шума и гама). Ала 80°. Çĕмĕрлсе, савăнса анчах лараççĕ, тет (на пиру). Шурăм-п. Ун хыççăн турхантие кĕл-тунине курма кайнă ачасем çĕмĕрĕлсе (шумно) тухрĕç. Ск. и пред. чув. 66. Путăксемпе, варсемпе çĕмĕрĕлсе шыв кĕрлет (бурлит). Полтава 97. Соборсенче, пур çĕрте „анафема“ çĕмĕрлет („гремит“). Бюрг. † Пĕчĕкçĕ çырма пуçĕнче упаленет упанăн çурисем; пĕрин пĕр чӳлмек сăри пулсан, çĕмĕрĕлет тăванăн тăванĕсем. N. Ял хушшинче питĕ çĕмĕрлеççĕ. N. Кунта тĕнче çĕмĕрлет. || Биться. Абаш. † Ик кăвак ут витере, çĕмĕрлеççĕ тохасшăн. Баран. 79. Çĕмĕрĕлсе, шавласа чул çырана пырса çапăнать (волна). || Кочевряжиться („скандалить“). Кан. Пĕртте тӳлесшĕн марччĕ вĕсем кăна, тем пек çĕмĕрĕлчĕç. Беседа. Килне тавăрăнсан çĕмĕрĕлме, вăрçма, шуйăхма тытăнать. || Ругаться, разговаривать громко. Ашшĕ-амăшпе. Кĕркури çĕмĕрĕле пуçланă çапла калаçса. Никама та сăмах чĕнме те паман. Сред. Юм. Çĕмĕрлеç анчах. Ругаются, разговаривают громко. Ib. Çĕмĕрлет паян кунĕпе хăй, çынна сăмахлама та памас. N. Хамăр ялти Петăр мĕн çĕмĕрĕлсе выртатĕ? N. Хĕрсемпе лайăх çĕмĕрлетне? || О сильном росте. Юрк. Хура вăрман хыçĕнче çĕмĕрт пиçет çĕмĕрĕлсе (= вăйлă). АПП. † Çĕмĕрт-йывăççи çĕмрелет, пирĕн çĕмрĕлесси çитрĕ пуль.|| Грохотать (стрелять). N. Артиллери çĕмĕрлет пирĕн урлă. || В перен. знач. Шибач. Халĕ вăл пит хытă çĕмĕрĕлсе (разбит жизнью). N. Хуйхăпа çĕмĕрлнĕскер.

çĕмĕрттер

понуд. ф. от гл. çĕмĕр. Истор. Киеве (= Кейăва) тавăрăнсанах, вăл ĕлĕк хăй пуççапса пурăннă кĕлеткесене çĕмĕрттерсе тăктарнă. В. Олг. Чăмай-ха, тет, эп сере арçури кӳрсе çĕмĕрттерем. || О сильном и быстром движении (езде, работе). N. Эпĕ ӳксе юлтăм, ыттисем çĕмĕрттерсе иртсе кайрĕç. БАБ. Çав çичĕ çул пулнă выçлăхăн юлашки çулĕнче пирĕн енне хай сепирсем çĕмĕрттерсе те çитрĕçĕ, тет. N. Патша çарĕпе пит хытă çĕмĕрттерсе пынине курсан… Кан. Çĕмĕрттерсе кăна пырса кĕрет учреждение ĕçлеме. Çутт. 144. Çавăнтах çил шăхăрса, çĕмĕрттерсе çитрĕ. Орау. Хапхине кариклаттарса уçса ячĕ те лашипе çĕмĕрттерсе анчах кĕрсе карĕ (въехал шибко). Альш. Çапла çĕмĕрттерсе çӳреççĕ вăл хăнасем. Хурамал. Нумай выртать-и, сахал выртать-и, çурçĕр вăхăтĕнче шăнкăрав сасси çĕмĕрттерсе килсе хĕр тăракан çурт патне килсе чарăнчĕ, тет. N. Виçĕ ывăлĕ вăрăçра çунса çӳреççĕ, епле туй туса çĕмĕрттерсе намăс мар уна (т. е. ей)? N. Пырсан-пырсан, çакна хирĕç (ему навстречу) туй çĕмĕрттерсе пырать, тет, Изамб. Т. Эй, эпир çĕмĕрттерни пек никам та çĕмĕрттермен пуль (пировали на свадьбе). Пир. Ял. Халь вăл (çу савăчĕ) çĕмĕрттерсех ĕçлет (работает во всю). Буин. Мĕн çĕмĕрттеретĕр? Что поделываете? Ст. Чек. Мĕн çĕмĕрттерсе çӳретĕр? Что вы тут поделываете? || О кипучей, деятельной, веселой жизни. Янтик. Ну, ача! мĕн çĕмĕрттерсе пурăнан-ха хăш чухне? (т. е. что подковываешь). N. Эсĕ мĕн çĕмĕрттерсе пурăнатăн? Мана пĕр виçĕ сăмах çырса яр. Тăв. 2З. Ну мĕн çĕмĕрттерсе пурăнатăр? Авай-и-ха, Саньук? Трхбл. Вĕсем пурăнăçа çĕмĕрттереççĕ кăна. Они живут припеваючи. Ск. и пред. чув. 4. Пурăнăçа çав карчăк çĕмĕрттеретчĕ анчах: пурччĕ унăн качака, икĕ сурăх, пĕр кушак, чалăш пӳрчĕ тăрринче тăманасем усратьчĕ, тăманасем патĕнчех тимĕр тылă ларатьчĕ. || Выругаться громко. || Proficisci, отправляться. Кан. Эсĕр хăвăр ăçталла çĕмĕрттеретĕр тата.

çĕмĕрт

(с’ӧ̆мӧ̆рт’, с’э̆мэ̆рт), черемуха. Ст. Чек. Вомбу-к. Çĕмĕрт (вар-виттинчен типĕтнине чей пек ĕçеççĕ). Ск. и пред. чув. 52. Авкаланать çĕмĕрт пек (пляшущий парень). ТХКА. Çĕмĕрт хулăпа кĕсрене çапа-çапа сиккипе чуптарать. || Ягоды черемухи. Кĕвĕсем. Икĕ хура лашана эп ӳстертĕм, хура йывăç çĕмĕртне пăхтарса. Шемшер. † Атте кайнă çĕмĕрте (за черемухой). Утăм. Лăпкă, уяр кун карăм эпĕ çĕмĕрте. КС. Шырарăмăр, шырарăмăр, пĕр çĕмĕрт те тупаймарăмăр. Питушк. Хура çĕмĕрт пек ăсла (сусло) юхса тухрĕ (очень хорошее, во время варки), Чеб. Пăхатăп: хура сысна пĕрнесене (кузовья) тек йăвалантарса çӳрет, çĕмĕртсене пĕтĕмпех тăкса пĕтернĕ. Кан. Çĕлен пек çĕмĕрт тĕслĕ, çула кисретекен ăйăрсем. Пазух. Тусан, тăвăр тусра (= тусăра) лайăххине, çĕмĕртрен те хура куçлине. Ст. Чек. Унта пĕр хап-хура, хура çĕмĕрт пек, кушака курать (увидала) Сред. Юм. Çĕмĕрт пик хора (очень черный). Сĕт-к. † Хорăн тăрри хора лаши, çĕмĕрт тăрри çӳрен лаши; тăрсамăр, хĕрсемсем, Тăрнай хăта килет, тет, виçĕ йоплĕ чĕн пуши кастарать те çонтарать. ЧП. Çĕмĕрт тĕмми (куст) тĕл пултăм, татрăм-хыпрăм пĕр пĕрчине.

çĕмĕрт-хура

черный как черемуха, пречерный. Пазух. Сирĕн кӳлнĕ лашăр çĕмĕрт-хура. Н. Карм. † Эпĕ каяс çул çине тухсатăр, çĕмĕрт-хура (по построению срв.— улма-чăпар, çăлтăр-хушка) куçна шăлса тăр.

çĕнет

обновлять, возобновлять. Сĕт-к. Лаша çĕнетмелле вăт ман. Ib. Пӳрт çĕнетмелле. N. Эпĕ лаша сутса çĕнетрĕм. || Менять. N. Тĕпне улăм çарнă, вăл улăма час-часах çĕнетсе тăраççĕ. К.-Кушки. Лаша çĕнетнĕ = лаша улăштарнă (сменял). || Добавлять (напр., воды в куб). СТИК. Сăрана çĕнетес-ха (подбавить). || Возобновлять (паспорт).

çĕнĕле

çĕнĕлле, новым, пока новый, в новом виде. N. Эпĕ çак пӳрте çĕнĕле илтĕм. || В ранний возраст. Туперккульос 10. Çамрăк ачана туперккульос çĕнĕлле ленкет. || В начале. Тăв. 69. Çуксем эпĕр çĕнĕлле совета леçсе пĕтертĕмĕр, халĕ пуянсем леçчĕр.

çĕнĕ çул

çĕнĕ çол, новый год. N. Çĕнĕ çулсем иртсен, эпĕ те çанталла пыратăп. ФТТ. Çĕнĕ çул каç тăвар çисе выртас пулать. Вара тĕлĕкре арăм пулас хĕр пĕр курка шу исе пырса ĕçтерет. Ib. Çĕрле çĕнĕ çул каç чĕпсем картине кайса чĕпĕсене тытмалла. Хĕр атана тытсан, упăшки салтак пулать, атан мар пулсан, салтак пулмасть. Ib. Çĕнĕ çул каç анкартине кайса алăпа тытмасăр пĕр çăвар тулли çапнă ыраш улăмĕ хыпас пулать. Унтан улăмне çăвартан кăлармасăр хыпнипех киле исе пырас пулать. Унта илсе пынă улăм пучаххинче минче пĕрчĕк тыррине шутлас пулать. Миçе пĕрчĕк тырă, хыпакан çын çавăн чухлĕ пурăнать. Ib. Çĕн çул каç кашта çинче ларакан чăхăсене тытаççĕ те, вĕсене тырă, кĕл, кăмрăк, шу, хăмла параççĕ. Çав панă япаласенчен чăхă хăшне сăхать, çынтан упăшка пуласси, е арăм пуласси хĕр те çавнашкал пулать: тырă сăхсан, пуян пулать, кĕл — начар, шу — эреке ĕçекен, хăмла — кутăн. Ib. Çĕн çул каçне çĕрле пуян патне пырса чӳрече патне тăрса пӳртре укçа шутланă сасса итлес пулать. Укçа чăнкăртатнă сасă илтсен, итлекенĕ каялла каймасть, пуярах парать. Ib. Çĕн çул каç пĕчченех тула тухса итлесе тăрас пулать. Пуртă сасси илтĕнсен, çав çын тепĕр çулччен вилет. Ib. Çĕн çул каç çĕрле пĕчченех ампар кĕтессине кайса тăрас пулать. Ампарта кăштăрт! тенĕ сасă илтĕнсен, итлекен çын пуять. кăтăрт! тенĕ çасă илтĕнсен — начарланать. Ib. Çĕн çул каç куç пăхмалли илес пулать, алла çурта тытас пулать, унтан виçĕ хут сăхсăхас пулать, вара санăн вилнĕ тăванусем курăнаççĕ. Ib. Çĕн çул каçне чашкăшне шу ямалла, хĕрне кашни ху пĕлекен, ху юратакан хĕр ячĕпе пĕрер хут татăкĕ çыпăçтармалла; унтан шушне (= шыв ăшне) пĕр çавăрнакан япала яраççĕ. Япала хăш тĕлле чарăнать, çавăраканне, çав тĕлте мĕн ячĕ çырнă, çавă юратать, е качча ăна илмелле пулать. Ib. Çĕн çул каç çĕрле таса юр çине выртаççĕ: тепĕр ирхине пырса пăхаççĕ. Выртнă вырăнта йăтă тĕкĕ пулсан, выртакан çын тепĕр çĕн çулччен вилет. Ib. Хĕрсем çĕн çул каçне тимĕр татăкĕпе: çăла питĕретĕп, тесе, çăл тара (= тавра) çавăрăнмалла. Упăшки пуласси вĕсене тĕлĕкре çăл уçтарма пырать. Ib. Çĕн çул каçне сурăхсем картине кайса пĕр сурăх мăйне курăспала çыхмалла. Ирхине ăна кайса пăхмалла. Сурăхĕ шух, е начар, е выйлă, е ватă, е çамрăк пулсан, упăшка е арăм пуласси те çав сурăх пекех пулать. Ib. Çĕн çул каçне, çурçĕр тĕлĕнче, сăн пăхмаллипе çутнă çурта илес пулать. Çири хĕреçе хывса пăрахас пулать. Çуртана сăн пăхмалли умĕнче тытас пулать, унтан: эй, мана упăшкам пуласси, тух! тесе, чĕнес пулать. Чĕнсен, упăшка пуласси мал пуçĕ, унтан мăйĕ, ал, кăкăрĕ курăнать. Пилĕк таран курăнсан, çуртана сӳнтерес пулать. Çӳнтермесен лешĕ: эсĕ мана ма чĕнен, тесе, хĕре çĕçĕпе чикет. Ib. Кирек мĕлле ремеслăна вĕренес тесен, çĕн çул каç çурçĕр тĕлĕнче вилнĕ çын турпасĕ çине кайса ремеслăна вĕренмехленсе ларас пулать, каялла çавăрăнса пăхма юрамасть. Кайра шуйтансем, ашшĕ-амăшĕ тăванĕ, йăмăкĕ пулса, пире хĕрхенсе каялла çавăрăнса пăх: пире вăр-хурахсем вĕлереççĕ, пулăш пушалăстă пире, тесе, йăлăнаççĕ. Каялла çавăрăнса пăхсан, шуйтансем ăна çавăнтах вĕлереççĕ. Çавăрăнса пăхмасан, ăна турă ангĕлĕ курăнса вĕренес тенĕ ремеслăна пит аван вĕрентет; унтан киле ярать. Çавнашкал çын пек вара лайăх хăй ремеслине пĕлекен никам та çук. Ib. Çĕн çул каç çур пус укçа тупма пулать. Вăл çур пуса тыр ăшне хурсан, тырă нихçан та пĕтмест, укçа хутаççине хурсан, укçа нихçан та пĕтмест. Вăл çур пуса тупас тесен, çĕн çул каç евангелие исе, хунар çутса, уя çул юпне кайса ларас пулать, евангелие вулас пулать, каялла çавăрăнса пăхас пулмасть. Кайра шуйтансем тем пек кăшкăраççĕ, çуяççĕ, йăлăнаççĕ, хăратаççĕ, тет. Анчах каялла çавăрăнса пăхас пулмасть, пĕрмай евангелие вулас пулать. Атан атсан, шуйтансем тарса пĕтеççĕ, вара евангелие вулакан патне пĕлĕт çинчен ангĕл анать те, калать: мĕн кирлĕ сана, мĕскĕн? тет, çыннăн калас пулать: эпĕ питĕ начар пурăнатăп, эпĕ турра, вăл мана пулăштăрччĕ тесе, йăлăнатăп, тес пулать. Çавăн чухне вара ангĕл çынна çур пус укçа парать, тет. Ст. Чек. Çĕн çул кун малтан килнĕ çынна минтер çине лартмасан, чăхă пусмас. N. Çĕн çулсам иртиччен тăрас пулатьчĕ сирĕн. Изамб. Т. Çĕн çул çĕрĕ (канун) арçын-ачасемпе хĕр-ачасем çĕрĕпе чупса çӳреççĕ. Ст. Чек. Çĕнĕ çул кун чи малтан килекен çынна минтер çине лартмасан, чăхă лармаст, тет. Ib. Çĕнĕ çул кун килнĕ çын ăнмасан, выльăх пымаст, тет. Юрк. Çĕнĕ çул кунĕ, на (в) новый год. Ст. Шаймурз. Çĕнĕ çул каçхине, накануне нового года.

çĕр

(с’э̆р, с’ӧ̆р), земля. Юрк. Тетене салтака хырсассăн (когда забрили в солдаты), эпĕ çĕрпе таппа-тан юлтăм, нимĕн тума та пĕлместĕп. Актай. Каçар пĕвĕм, чĕрĕ çĕр аннем (мать земли), пирĕн чуна кайма инçе, çĕклеме йывăр. Юрк. Çĕр витĕр тухнă этемсем, выльăх(сем?). Сред. Юм. Пĕрмай çăмăр çăвах тăрсан, çĕр хăпарать (почва разрыхляется), теççĕ. N. Çĕр сăхать. N. Çак çĕр çинче хам ятлă ята ямастăп (не дам себя в обиду. Шишкин. † Орай шăлма тăнă та, çĕртен сӳле(л)ле ӳкрĕ те вилчĕ (жена моя. Шутка). Ала 14. Унăн тураттисем çĕртенех (до земли) пулнă тет. Ib. 62. † Пирĕн тăванăн çурт хулăм, çĕрне тая лара-çке. (Свад. п.). N. Çĕр айĕнчен тухакан вырăнта (хуралра) тăратпăр (в туннеле). N. Унта каяччен, çĕр айне кайсан луччĕ пулĕччĕ ман шукăшпа. Орау. Çавăншăн халăх ылханса: Макар ывăлĕсем çĕрех пулччăр! тесе, ылханнă, тет. Сунт. Пăрахсах кайрăм-ши сана, мĕн пĕчĕкрен сан çинче суха-пуçпе чакаланса ӳснĕ хура çĕрĕм? Орау. Çынни сăмахĕпе çĕр айнех антарса ярать (т. е. от его слов готов провалиться сквозь землю). ЧП. Çĕрĕсем çурăлчĕç, йăп тухрĕ. Истор. Вилнĕ çынсене пуçтарса, кĕл-туса çĕре чикнĕ. О сохр. здор. Çĕре чавса тунă пӳрт (землянка; далее о том же: „çĕре авăтса тунă пӳрт“). N. Ун (урхамахăн) пуçĕ пĕлĕте тивмест, ури çĕре тивмест. К.-Кушки. Йывăç мĕлки çĕр çине (на землю) ӳкнĕ. Ib. Сысна çĕр çинче выртат. Ib. Çĕр çине лар (на землю). Ib. Çĕре лар (на пол). Расск. 1З. Хуйхăра-хуйхăрах ачам патне çĕр айне кĕрсе выртăп ĕнтĕ! тесе, пĕрмай йĕнĕ вăл. Янтик. Çынна ылханнă чухне çапла калаççĕ: ешлĕ çĕре хураттăр, тикĕс çĕре тĕметтĕр (пусть образует холмик; пожелание смерти). КС. Амаль пулсан (если бы была возможность), çантах çĕре анса кайăттăм (провалился бы сквозь землю. Гов. сильно застыдившийся или опозоренный) Собр. Чи малтан, юр кайса пĕтсессĕн, çĕре е алăпа, е патакпа çапсан, турă çиленет, теççĕ. (Поверье). АПП. † Эпĕр макратпăр, кӳл тăватпăр, тăшманĕсем кĕпе çăваççĕ; кĕписем шурă кĕпе мĕн, çав кĕпепе çĕре кĕтĕр-и? Чăв. й. пур. 2З°. Çынна кӳрентерни çĕре ӳкмест. (Изречение). N. Ашшĕ-амăшне, ырă тăванĕсене хисеплеменшĕн çĕр çăттăр! (Гов. мать о дурном сыне и его жене). Янтик. † Çĕр çĕклейми пӳртсен çивиттине симĕс-кăвак-палан виттертĕм. Ib. Çĕр çôмĕнчен шуса çӳрет. (Пĕчик лôтра çынна калаççĕ). Тогач. Карчăка çавăнтах çĕр çăтса антарса ячĕ (проглотила земля), тит. Йӳç. такăнт. 40. Ах, турă, Кĕркури, çĕр çăттăрах çана! Орау. Çĕр çăтнă, турран кĕлешшĕ (брань). N. И, çĕр çăтасскер! Магн. М. 190. Çичĕ çĕр ними. Ib. Çĕр çăтни. Хурамал. Çĕр çăтманă пуçна! (Брань; заметьте конечное „ă“). Изамб. Т. Çĕр çăтманă (брань). N. Приккашчĕкĕ мишер, питĕ йĕрĕскер хăй, çынсем сисеймен вăхăтсенче, сехетĕн стрелкине кăшт анчах тĕртет, çур сехет сут тăвассине „çĕр çăтат“ те.. Н. Карм. Çĕр кулли пулман, или: çĕр кулли пултăр! (Ругань). Ib. Çĕр çăттăр! || Земля как вещество, почва. N. Çĕр каллех типсе карĕ. N. Çĕре каллех типĕтсе ячĕ (стало совсем сухо). N. Çĕр айне пусар? Ачач 8З. Пуçĕпе шăмарса анчах тăрать ав, урипе çĕр чавса сирпĕтет. Ib. Тôрра асăнса çĕр çыртре (божился). N. Ĕненместĕп, çĕр çыртам! (Также: чирĕк хĕресне пăхап!). СТИК. Çапăп та, çĕр çырттарăп! (Говорит, угрожая сильным ударом). Çапăп та, çĕр çыртăн! (То же самое). Календ. 1906. Тинĕс шывĕ пĕрмай çĕре çиет (размывает). N. Ман ура айĕнчи çĕр кăтăлса кайрĕ те (обрушилась), эпĕ шыва кая патăм (упал). || Земля как планета, tellus. СТИК. Çĕр тăватă кĕтеслĕ, таçта инçе кайсан, вăл çыран пек анса каят, тет. Çĕрĕн хĕррине халиччен никам та çитсе курман, тет; унта сĕм-тĕттĕм, хăрушă çыран таçта çити çĕрĕн тĕпне анса каят, тет. Çĕре темиçе пуçлă çĕлен тĕревлесе тытса тăрат, тет. Сред. Юм. Çĕр вăкăр çинче тăрат (теççĕ. Поверье). Т. VI, З. Çĕре ӳксе пăсăлнă йĕркене кĕл-тулалли. Н. Изамб. † Ĕнтĕ çĕр çаврăнат, çĕр çаврăнать, ман пуçăмри çаврака çĕлĕк пек. (Песня нов. происх.?). Сред. Юм. Ах тôр, ôн чĕлхине тӳсесси! Пĕр вăрçма пуçласан, çĕр çинче каламанни хăвармас пôль. N. Çĕр çинче каламан юмах хăвармарĕ (всячески изругала). || Суша. N. Валала çĕр çинелле утнă (пошла на берег, на сушу, будучи изрыгнута рыбою). Б. Яныши. Вăл (лисица) çинче шăтак тупрĕ, тет те, пулăсене пĕрерĕн-пĕрерĕн çĕрелле пăрахма тапратрĕ, тет. || Участок земли, владение. Т. VI. Ют çĕртен çĕр илсен, телей каять те, тырă пулмас, теççĕ. Бгтр. Пĕр татăк çĕр. N. Орина çĕр валеççĕр. Ытла усал çĕрех кĕмен. N. Саншĕн çĕр панче хам исе çӳрерĕм (при дележе?). Истор. Вăл та, ашшĕ пекех, хăй çĕрне ӳстересшĕн тăрăшнă. Ск. и пред. чув. 50. Кам вăрман çĕрне парать таптама ахалех сире, çĕрĕк çăпата? N. Аçу пурана çĕр валеçмесăр сутасшăн мар: çĕр ахалех каят, тет. Изамб. Т. Анчах усен вырăнне тутарсем çĕрне анчах хăварнă (нимĕн те хăварман). Кан. Хресченсен çĕр те питĕ сахал пулнă, çавăнпа начар пурăнăçпа пурăннă. ТХКА 67. Пилĕк ялăн çĕр пĕрле пулнă пирĕн ĕлĕк. Альш. Çĕлен Ивана калат: çап мана малтан, тет. Иван калат: ху çĕрĕнте малтан ху çап, тет. || Местность. Бгтр. † Шупашкар çĕрне каяс тесе, крымски çĕлĕк илсе тăхăнтăм. Çĕрпӳ çĕрне каяс тесе, сарă кĕрĕк çĕлетсе тăхăнтăм. Юрк. † Патшанăн аслă кӳлĕ (озеро) тăвăр пулĕ, пире çырнă çĕрсем тăвăр пулмĕ. || Место. Пухтел. Кунта ĕнтĕ савăт-сапа çума та, шывсем тыткалама та çĕр çук. Чаду-к. Кусем: майри пĕр çĕреле, кайрĕ, тет, а ывăлĕсем тепĕр çĕреле саланса пĕтрĕç, тет. N. Унта сана ик çĕрелле ĕçлеме май пулать-и, çук-и? N. † Ай-уй, савнă тусăм, хура куçăм, пĕр çĕре пуласси инçе мар. Яргуньк. Икĕш (оба) ик çĕрелле вăрман çĕмĕрсе анчах тарчĕç, тет. Эпир çур. çĕршыв 2З. Анчах халĕ, улахсене пит нумай çĕрте çĕтсе, анасем тунă. N. Эпĕр (я с ним) пĕр çĕртерехрех (почти в одном месте) пурăнатпăр, хошши 25 чалăш анчах. N. Пирĕн ĕнтĕ çитмен çĕрĕмĕр юлмарĕ (мы везде побывали). Çутт. 153. Тикĕчĕ, хăвах пĕлен, урапа сĕрнĕ çĕре каять (уходит на подмазывание телеги). Никит. † Сырăнас çĕре сырăнимарăм (не пришлось повязать сорбан), кайнă çĕре кайимарăм. Сунар. Вăл хăйĕн вутти патне (к дровам) çитнĕ çĕре сĕм-тĕттĕм пулнă. Когда он подьехал к своим дровам, то уже было совсем темно. Кан. Виçĕ ялăн повесткисене пĕр çĕре манса хăварнă. N. Эпир килекен çĕрте. N. Пурин валли те яшка пĕр çĕре пĕçереççĕ. N. Вăл вĕсене нумайччен вăрман тăрăх çавăрса çӳренĕ, вара кайран ĕмĕрне çын пырса кĕмен çĕре илсе пынă. Орау. Кĕпе чӳхеме кайнă çĕртен таçта çухалнă, тет. Пошла полоскать белье и куда-то пропала. N. Киле тавăрăннă чухне вĕсем хирпе тӳрем çĕртен (по ровному месту) иртсе пынă. Альш. † Тапнă çĕртен (где топнете) тар тухтăр, сикнĕ çĕртен сим тухтăр, вылянă çĕртен вăй тухтăр. (Хĕр йĕрри). Ib. Сурăх шăммисене епле те пулсан çын пыман çĕререх (где реже ходит народ) кайса тăкма тăрăш. (Ача ячĕ хуни). БАБ. Хай кунăн çак тукатмăша пытарнă çĕререхрен (близко к могиле) иртсе каймала, тет. Кан. Пур çĕртепе пĕрех шыв тăрать. Почти везде стоит вода. Урож. год. Нумай çĕре çитиччен, кунта лашине кӳртсе (= кӳртрĕмĕр); лаши кунĕ, хăй çӳрен. БАБ. Ку, тесе калат, тет, хăй: çиллентернĕ çĕр пурччĕ, эпĕ ăна хам вилмен пулсан та, туш (тоже) пĕтернĕ пулăттăм. Альш. † Уйрăм-уйрăм çуралса, пĕрле ӳссе, уйăрлмăттăм тенĕ çĕрсем пур. Кĕвĕсем. Хурăн-варта хура та чĕкеçсем пур. Ĕнтĕ çак тăвансемех, ай, килсессĕн, ĕмĕр манмăп тенĕ те çĕрсем пур. Ст. Ганьк. † Калас, калас сăмах пур, кăмăлу юлас çĕрсем пур (боюсь как-бы не обидеть?). Регули 186. Выртнă çĕрте волатăп. Ib. 188. Эп чĕннĕ çĕре килчĕ. Ib. 190. Вăл ĕçленĕ çĕртен килчĕ. Ib. 191. Соха тунă çĕртен (соха туса) килтĕм. Ib. 192. Кăнчала арланă çĕрле выртат. Ib. 195. Вăл пол тытнă çĕртен килчĕ. Ib. 252. Эп эс пĕлмен çĕре кайрăм. Я пошел в незнакомое для тебя место. Ib. 253. Пĕлмен çĕрте илтĕм. Я купил в неизвестном для меня месте. Ib. 294. Вăл пире пол çок çĕре (вырăна) исе кайрĕ. Ib. Ку томтир ĕçленĕ çĕрте лайăх. Ib. 57. Пол тытмалли çĕрте (там, где ловят рыбу) кимĕ тăрать. Ал. цв. 6. Çапла чипер аван пынă çĕртенех, сасартăк вăл хăй умĕнче вут çути йăлтăртатнине курах каять. Ib. Пĕр çулхине чут-чут сысна вилсе каяс çĕртен çĕпре шыв ĕçтертĕмĕр те, чĕрĕлнĕччĕ. ЧС. Анне те хуйхăрнă çĕртен кулса ячĕ. И мама, хотя и была печальна, улыбнулась. N. Кам хăйне, хăй нимĕн те мар çĕртенех (не имея никакого основания), такам вырăнне хурать, вăл хăйне хăй улталать. ЧП. Пĕр юрламан çĕртен юрлатăп-çке. Я не пела, а теперь пою. Регули 274. Парас мар çĕртен патăм. Я не хотел давать, но дал. ЧС. Çав лашана эпĕ пит юрататтăм, мĕшĕн тесен вăл мана пур çĕртен те (во всех отношениях) аванччĕ. Чăв. й. пур. Вăсем çиленнĕ çынна та, хăй умĕнче пит аван, унпала йăпăлтатса калаçаççĕ. Нимĕнпе те çитес çук вăсен кăмăлне, хăй çук çĕрте вара (в его отсутствии) çавăн пек çынна çултен илсе çĕре чикеççĕ (всячески поносят) çĕре. N. Çитнĕ çĕрте пĕр, везде, куда нипопадешь. || В качестве послелогов. Регули 189. Вăл киле килнĕ çĕре апат пĕçерес. К его приходу (домой) надо сварить обед (пищу). Ib. 185. Çăвăрнă çĕрте поплет. Говорит во сне. Ib. 168. Вăл сăмах попленĕ çĕре вăл килчĕ. Ib. 668. Вăл хĕвĕл аннă çĕрелле кайрĕ. Он пошёл по направлению к западу Кан. Вĕсем сăмах панă çĕрте эпĕ те пултăм. Кан. Пилĕк тенки тумланнă çĕре каять (идет на одежду). Тăхăр тенки тăраннă çĕре каять (идет на питание). Якейк. Çăрккаç Мишка эпĕр апат çинă çĕре (когда мы обедали) пыч те, атисам куçĕнчех эп ĕнер олахра ачасампа вылляни (баловала, шалила) çинчен каласа пачĕ. Çантах çĕре анса кайăтăмч, анмала полсан. Юрк. Пĕре çапла, ку чей ĕçме ларсан, кăшт хай хуçи ун патне, чей ĕçме ларнă çĕре, пырса кĕрет. N. Каç пулса килнĕ çĕререх (к вечеру) пăртак чартăмăр (кровь). N. Килне таврăнсан, татах хываççĕ, унтан ĕçсе çиеççĕ. Вĕсем киле таврăннă çĕре (ко времени их возвращения) каç пулат. Вара çавăлтенех тепĕр çĕр пуçланса каят. N. Сӳресе пĕтернĕ çĕре каç пула пуçларĕ. К концу бороньбы стало вечереть. || Употребл. в чувашизмах. О сохр. здор. Вĕсем (пчела) мĕнле ĕçленине курсан, юратас мар çĕртен юратмалла вăсене (невольно полюбишь). Ачач 11. Икĕ çулхи хĕр ачине ыталаса, çывăрас килмен çĕртенех çывăрнă пек выртать. Бур. Пĕр юрламас çĕртен юрларăм çак тăвансем кăмăлĕшĕн. N. Урмак-маки ӳкем тенĕ çĕртен тепĕр йывăçран ярса тытрĕ, теть (чуть не упал, но..). Сунт. Ĕç çук çĕртенех ĕç туса çӳреççĕ. ГТТ. Лешĕ вилес çĕртен вырăс çемйине кĕнĕ. Изамб. Т. Ывăлĕ пилĕк-ултă çавăрăннă çĕре старик акса пĕтерчĕ. Б. Яныши. Унта çитсе, вурăн хатĕрлесе, апат çинĕ çĕре тĕттĕм пулчĕ. N. Çак уйăх пĕтнĕ çĕре (к концу этого месяца), вăл тавăрнмĕ-ши? N. Кĕлĕрен тухнă çĕре (к концу службы) аран-аран пырса çитрĕмĕр. Регули 122. Вăл килес çĕре еп килте полăп. К его приходу я буду дома. Бес. чув. 6. Киле таварăннă çĕре (к его возвращению) унăн ашшĕ вилсе кайнă. || Тема, theme. ГТТ. Çырмаллисем пайтах çĕрсем пур та. || Результат, конец. N. Тата эпир хамăр ĕçе çĕрне çитерейместĕпĕр. Четыре пути. Пуринчен ытла ĕçре вăя шеллес пулмасть, пурне те çĕрне çитерес пулать.

çĕрĕн

инструментальный пад. от çĕр (Ред.; употребл. в некоторых выраж. Собр. Пĕр паттăрăн ик алли тăват çĕрĕн çапăçмасть, теççĕ. (Послов.). Яжутк. † Манпа варли виçĕ инкеч (= инкеччĕ), виç инке те виç çĕрĕн, эпĕ анчах пĕр çĕрĕн. (Солд. п.). Хора-к. † Йăванăн пĕре (т. е. пĕр арăм) анчах; пирĕн арăм вониккĕ, воник çĕрĕн олахра, яшă ача хошшинче, пăшă-пăшă сăмахра. (Свад. п.).

çĕр ĕçĕ

земледелие. Чт. по пчел. № 17. Çĕр ĕçне ытти çынсем пек ĕçлеймесĕр.. (о калеке). N. Çĕр ĕçне турăмăр. Юрк. Çапла ĕнтĕ эпĕ хура çĕр ĕçне ĕçлесе пурăнтăм.

çĕр ĕçлекен

земледелец, крестьянин. Янорс. Çоралнă эпĕ çĕр ĕçлекен çын кил-йышĕнче, Янорос ялĕнче, Хусан кĕпĕрнинче, Çĕрпӳ уесĕнче.

çĕр-шыв

страна, местность. N. Вăл енчи çĕр-шыва пĕлетĕн-и? Юрк. Икĕ лаша тап юртат, каяссине каятпăр та, пуснă çĕр-шыв шел юлат. ЧП. Килмĕттĕм ку çĕр-шыва. N. Кам çĕре-шыва, çут-çанталăка тытса тăрать. N. † Утă çулнă кӳлĕсем, тырă вырнă анисем, эп йĕмен каç йĕрĕ (чит. эп йĕмесен, кам йĕрĕ), юлат ку çĕр-шывĕсем. (Хĕр йĕри). ЧС. Пирĕн ялсем çĕр-шыв типмесĕр (пока не обсохнет земля) кĕтӳ кăлармаççĕ. О сохр. здор. Эсир куна ăнланас та çук, çавăнпа эпĕ кунта ун çинчен каламăп та. Эпĕ сире хамăрăн çĕр-шыв кăтартса тăракан пурăнăç çинчен каласа парам. N. Вăл çĕр-шыва имлĕх-сиплĕх панă, ăнлă-пуçлă имлĕхĕнчен усă курса пурăнать. Сред. Юм. Ôнта çĕр-шыв пит аслă. Там в отношении земли привольно. ГТТ. Чăваш кирек мĕскерте те тĕнчене çĕр тĕлĕшĕпе пăхать: манăн çуралнă çĕр-шыва, вĕреннĕ-килĕшне çĕр-шыва хирĕç пымасть-и вăл (это), тет. Çĕр-шыв килĕшмен вырăн пулсан, унтан тухса та каять: килĕшмест! тет. В. С. Разум. КЧП. Çакăнти çĕр-шыв сана кăмăла килет-и, килмест-и? N. Халĕ эпĕ çухалнă выльăхла (как заблудившаяся скотина) ют çĕр-шывра çӳреп. Чураль-к. † Мамăк тӳшек сармашкăн, пĕчĕк пăлтăр кирлĕччĕ; пĕчĕк пăлтăр лартмашкăн, пĕчĕк çĕр-шыв кирлĕччĕ. N. Çĕр-шывран хăпса (вдали) пурăнатăн та, мĕн туса пынине кураймастăн, ĕлĕк курнисеие манатăн. N. † Эп йĕменне, кам йĕрĕ — юлат ӳснĕ çĕр-шывсем. N. Çĕрне-шывне кайнă (умер). Бел. Гора. † Хамăр çĕртен-шывран тухнă чухне, шăнкăртатса юхать сулхăн шыв. КАХ. (Вăлсем) çĕрсĕр-шывсăр, çуртсăр-йĕрсĕр çын мар, харпăр-хăйĕнне (т. е. каждый свои обязанности по отношению к киремети) кирек те епле туса пыччăр (пусть исполняют). Из моленья киреметьи „пит-тури“ во время „тайăн сăра“). || Назв. божества. (упоминается в молитве чӳклеме кĕлли).

çĕр

(с’ӧ̆р) назв. духа. Шарбаш. Тепĕр пăластăк ларсассăн, çĕр çинчен калаçа пуçларĕç. Çĕр ятлă усал йывăç ăшĕнче пурăнать, тет. Вăл çĕрле çынсене вăпăр пуснă пек пусать. Малтан вăл пĕчиккĕ, кайран пысăкланать (хăмпу пек). Виссар мучи ун çинчен çапла каларĕ: пĕре эпĕ Чураша кайнăччĕ. Манамар тĕлне çитрĕм. Тĕттĕм. Пĕр сысна пекскер ман хыççăн пырать. Ай-ай, пысăкланнă çемĕн пысăкланать. Капан пек пулчĕ. Эпĕ уна хăвалатăп. Вăл хытăрах. Çулран пăрăнтăм та, тин хăтăлтăм: вăл иртсе кайрĕ. Курти пичче те каларĕ: Эпĕ пĕре Муркаша кайса, Муркаш вăрманĕнчен тухрăм та, тĕлĕнсех кайрăм: вăрман хĕринче арман. Кам лартнă-ха ку армана? тетĕп. Манăн арман капан пулчĕ-тăчĕ.

çĕр

(с’э̆р, с’ӧ̆р), ночь. (Во мн. гов. слова: çĕр „земля“, çĕр „сто“, çĕр „ночь“, произн. одинаково — с’э̆р, в других, сохраняющих старую огласовку, в см. земля произн. с’э̆р, а в остальных зн. — с’ӧ̆р. Повидимому, есть говоры, где, во всех значениях, произносится или с’ӧ̆р, или с’э̆р). ЧП. Кĕркуннехи çĕрсем — тĕттĕм çĕр. Шурăм-п. Раштав каç çĕр пит уяр тăчĕ. Ой.-к. Хай карчăксем çывăрса пĕтсен, ик салтака Иван калать: мана хĕрхенетĕр пулсан, çак çĕрте ан çывăрăр, тет. ТХКА 101. Çĕр чылай пулчĕ, çывăрас пуль. Ачач 56. Лайăх-çке çавăн пек çĕр тулта çӳреме! Изванк. Çапла вара вăсем виçĕ çĕр чӳклерĕç. Сятра. Кайăк çуначĕпе сулса ярнă та, пĕр тĕкĕпех пур тĕнчене витсе лартнă. (Çĕр. Местный говор здесь совсем переделан). Айдар. Хура сурăх пĕтĕмпех çунать. (çĕр). ЧП. Хура лаша панă пулсан, хура çĕрпе тухăттăм. Изамб. Т. Вылясан-вылясан, чылай çĕр иртсен, эпир пурте салантăмăр. Ib. Çав кĕркунне пĕр çĕр эпĕ кĕтĕве пĕр лашана кăна ятăм. Сред. Юм. Лашасĕне çĕр тăмалăх патăм. Я дал лошадям корму на (одну) вочь. Пазух. Çӳлте тĕвик кăшкăрат, çĕр итлесе тăрать пуль. Орау. Тăрăшать çĕр çывăрмасăр. N. Кĕçĕрхи çĕре, в эту ночь. Бур. † Кĕркуннехи çĕрсем тĕттĕм çĕр: уйăх пулмин, çăлтăрсем пур. Пазух. Кĕçĕр çĕрсем ма çутă, уйăх çути çутăран. N. Çурçĕр çитнĕ çĕре тин сурăхсене яла хăваласа çавăрнаттăм. Яла тавăрнсан, мана çапла çĕре юлнăшăн хĕнетчĕç. Ст. Шаймурз. Ĕнтĕ: тĕттĕм, тесе, кĕтмесĕр ан тăр, эпир тĕттĕм çĕрĕн хăнисем (мы гости темной ночи). Ала 22°. Халĕ ĕнтĕ мана çакă çĕрĕ чултан чиркӳ тума хушать, тенĕ, тет. || Канун. Альш. Вăл ӳчӳке Хăят кĕлли çĕре тунă (15 июня). Янш.-Норв. † Чăпар куккук авăтать-çке, Петрав çĕрĕ чарнать-çке. Шурăм-п. Кăçал, тур шыра кĕрес çĕр, çăлтăрсем тĕтрере тăчĕç: ясмăк-пăрçа пит ан акăр. ЧС. Пирĕн пумилкине (поминки по нем) тăвачченех кашни эрне çĕр, кашни тунти çĕр пăтăсем, çăмартасем, икерчĕсем пĕçерсе, ăратнесене чĕнсе асăнса çиетчĕçĕ. Альш. Пӳркелĕн ĕлĕкренпех Хăят çĕрĕ (канун Киятской ярмарки) тăваççĕ. Елшелĕн Хăят виç кун тесен тунă (т. е. ӳчӳк).

çĕрлерех

поздно ночью. Ала 96°. Анчах вăл çапла çырăва вĕренме тапранни ытла иртерех, çĕрлерех пулнă, вĕренме каймалли школа ытла çывăхах пулман. Завражн. Вăл (он) чылай çĕрлерехех уя тухнă (поздно ночью). || В темь. В. Олг. Эпĕ ир çĕрлерех тăрас теттĕмччĕ те, тăримен.

çĕр хут

сто раз (рядов, ярусов, этажей, складок). N. Эпĕ ун патне çĕр хут та кайна пулĕ, тĕл пулаймастăп. АПП. Хĕрĕсем хĕрлĕ кĕпе тăхăнаççĕ, аркисене çĕр хут тытаççĕ. Сред. Юм. Çĕр хут тôталлă (так называют толстьогубого).

çĕтĕк

(с’э̆дэ̆к’), рваный, драный, оборванный. Йӳç. такăнт. 25. Сана аçу качча тăлăппа панă-и? Çĕтĕк кут! Ах шуйттан кĕвенти, çара-çерçи! Собр. † Çĕтĕк кутлă тимĕрçсем (кузнецы в рваных штанах) сиксе тимĕр çапаççĕ. Алик. † Çĕтĕк кĕрĕк тимĕрçĕ сиксе çапать тимĕрне. Юрк. Арăм, эсĕ каллех мана çĕтĕк кĕпе тăхăнтартăн! Сюгал-Яуши. Хамăн сăхман çук, сĕтĕк алшăли тăхăнса ачасемпе ăрам витĕр тухса каятпăр. || Оборванный, оборванец. N. Çĕтĕк майра макăрĕ. (Сохан). Зап. ВХО. Çĕтĕк майра çынна йĕртĕ. (Сухан). N. Пĕр хулана çитнĕ те, пĕр çĕтĕк маряран ыйтнă: чăнах-и çакăнта патша хĕрĕн куçĕ суккăр? (тенĕ). || Развалившийся, обветшалый. Курм. † Ĕçрĕмĕр те çирăмăр, тата пире мĕн кирлĕ? Килĕм толли ачам пор, çĕтĕк сала килĕм пор, чӳречерен чӳречея пăхаççĕ поль: апи килмерĕ, тесе, куç пак кĕтсе тăраççĕ поль; карта толли выльăхăм пор: хуçам килмерĕ, теççĕ поль. Пис. Çапах та эпĕ хăракаласа çĕтĕк çатан урлă кĕтĕм. В. Олг. Çĕтĕк пӳрт (плохая). || Худой, дрянной. Тогаево. Вăл каллах пĕр çĕтĕк кĕсре илсе килнĕ, тет. || Тряпье, рвань. ЧС. Хăйсем чĕреспе шыв, çĕтĕк тытса тăраççĕ, çĕтĕкĕсемпе шыв сирпĕтсе тăраççĕ (во время пожара). Эпир çур. çĕршыв. 23. Пирĕн вулăс тырă, çăмарта, çĕтĕк, хăяр, паранкă, панулми, çырла, аш-çу сутать. N. † Анне: çĕтек сотас, тет, сонтĕк илсе парас, тет. Юрк. Мĕшĕн çак çĕтĕксене пĕрте салатмастăн-шн? Орау. Çĕтĕк юсаччен çĕнĕрен ту, тиççĕ ваттисем. || Харкотина. Пшкрт. Çетĕк тохат (тоҕат). См. çĕрĕк. || Капризник. Орау. Ан йĕкĕлте (не дразни) ăна, çĕтĕк.

çĕткелен

(-л’эн’), изнашиваться, изодраться. Актай. Ӳтĕм-тирĕм çĕткеленчĕ. || Раздражаться. Микушк. Çĕтĕк-çатăк шăналăк, çĕткелентĕм (слегка из-за пустяков) эпĕ унпала.

-çке

(с’кэ, с’к’э, из „ç“+ „ке“), частица, подкрепляющая утвержденне, отрицание или предположение. Иногда указывает ответ на заданный вопрос, как бы являясь излишним. Регули 496. Тытрăн-и? — Тытрăм-ç (тытрăм-çке). Ты поймал? — Ну да поймал. Ib. 498. Ку шув-и (= шыв-и) — Шу-ç (или: шу-çке). Это вода? — Ну да, вода. Ib. 497. Вăл йывăç хыти? — Хытăç (хытă-çке). Это жесткое дерево? — Ну да, жесткое. Ib. Вăл ювăç хыти? — Хытă мар (хытă мар-çке). Твердо ли это дерево? — Нет (да нет). Иванова. Вара эпĕ тепĕр кунне, школа кайсан, ачасенчен ыйтрăм та, вĕсем те: каять-çке (ну да, уезжает), каять, терĕç. N. Эсĕ чирленĕ витнă? — Чирлерĕм-çке. Ты, видно, был болен? — Ну да, был болен. Ау 62. Кам ку? тет.— Эп-çке, тете, тет. Кто это? спрашивает тот.— Да это я, дядя,— отвечает он. || Часто передается русским ведь, иногда с оттенком возражения. Юрк. Мнтук, эсĕ кунта мĕн хăтланатăн? Ухмаха ерментĕр-çке? — Çук. Ты, Дмитрий, что тут дурачишься? Ведь, чай, не с ума сошел? — Нет. Ib. 502. Эс каламан поль-çке (поль-ç). Ведь ты, чай, не говорил. Регули 504. Вăл кона тăва-çке (= тăвать-çке). Ведь он это делает (сделает). Юрк. Алекçей (Элекçей): манăн пуçăм татах ырата пуçларĕ-çке, ăна мĕнпе турлетес-ши? тесе ыйтса пĕлет. Орау. Ун пек пулать-çке вăл пуринн те (пурин те). Это бывает со всяким. N. Ĕнер пуртă тыткаланăччĕ, паян таçта-çке! — Матрӳне, эс курмарăн-и? N. Укçа пулсан, илĕттĕм те, укçа çук çав.— Пур-çке! (Ведь есть, ты только скрываешь). N. Арăмĕ йĕре-йĕре калать: эпĕ вăл-ку шухăшпа туманччĕ-çке (я ведь это сделала без особого намерения), тет. N. Çĕршĕн тивĕçлĕ хакне тӳлемесен те, пуринчен те ахалех туртса илме юрамаст-çке. Альш. Ку тутар мишукра кăшкăрат: куратăп-çке (ведь я вижу), тет. Ib. Эпĕ: çав шуйттан ачине çиме чартасчĕ-çке (ведь этого чертенка нада кормить), тесе калăп, тесе калать (муж), тет. Регули 503. Сирĕн пор тăвакан. Тумас-çке вăл! Орау. Хусана кайнă, терĕç-çке-ха ăна. Кайман-нм? Ишек. Эпĕ пĕлместĕп тытма; эпĕ тытрăм-çке. || Оказывается (с изумлением). Юрк. Эсĕ сĕт çиетĕн-çке? Сана уншăн çылăх пулĕ! || Да.. оказывается (произносится с известною живостью). Сред. Юм. Килтеçке ô, эп-ха килте çôк тесе. Да, он, оказывается, дома, а я думал, что его дома нет. || Разумеется. Бес. чув. 2. Пулăшасчĕ-çке унăн çак ывăннă лашана; анчах пулăшасен пулмарĕ. || Выражает силу впечатления. СЧУШ. Ялан хуллипе хăмсарса: акă çапатăп, тесе, тăчĕ-тăчĕ те, пачĕ-çке пĕрре пит аван кăна! (да как даст! т. е. да как ударит!). СТИК. Ай-ай, аван-çке! Ib. Питĕ выçрăм-çке! — Как я проголодался! Орау. Аялтан вĕçет-çке-ха. Главное, обратите внимание на то, что он (вĕри-çĕлен) летает низко. Срв. Вăл аялтан вĕçет вĕт-ха, т. е. ведь он, обратите вннимаине, летает низко. || В уклончивых ответах. N. Ăçта каятăн? — Каятăп-çке.. Регули 505. Тем (темскер) тăвас-çке. || Выражает обьяснение. Яргуньк. Упăшки: ма килтĕн чĕрĕлмесĕрех, тенĕ; карчăкки каланă: кĕт утă çулакансене апат туса çитарас, тесе каларăм-çке-хе (хотела вот), терĕ, тет. СТИК. Ăçта пуçтарăнатăр тата? — Вутта каймалла-çке те, юр çăва пуçларĕ-няк. Юрк. Ухмахлăхăпа çапла хăтланса çӳретĕн-çке, пархатарсăр япала, кахал! || Выражает согласие со словами собеседника. СТИК. Çын хуйхине пусарса, хуйхăртса, хăй нушине каласа панă хыççăн ăна итлесе тăракан çын хыттăн сывласа: çапла-çке ĕнтĕ, мĕн тума çӳрен, килнĕ нушана тӳсес пулат. (Дальше следует перечисление своих нужд). Ib. Эс ачăна вĕренме янă темеççи? — Вĕренме яма ятăмăр-çке те-ха ĕнтĕ, темле вĕренĕ — питĕ наян. Ib. Çын патĕнчи пурăнăç йывăр-çке те çав.. мĕн тума пăхан: çиес килет. Ib. Авлантарса ятăмăр-çке те-ха.. темле пулĕ. (Гов. человек, женивший своего сына. но чующий, предчувствующий что-то недоброе. Он выражает этим сомнение; в его словах звучит грусть). || Иногда выражает недовольство. Яжутк. Иван хуçана каларĕ, тет: пĕр паршине парăн-и? тесе каларĕ, тет. Хуçа Ивана каларĕ, тет: парăп-çке, тесе каларĕ, тет.

та

(та), и, да, еt (соединительный союз). См. те, а также Оп. иссл. чув. синт. I, 243—246. Регули 1484. Мана та она пачĕç, ыттисене памарĕç. Мана та, она та пачĕç. Ф. Н. Никиф. Сум та пилĕк пус, 30 коп. (но: ик сум вунă пус, без „та“, или: ик сум вунă пус, 60 коп). Ib. Пин те çĕр тенкĕ, пин те пĕр тенкĕ. Ib. Тенкĕ çурă, 11/2 руб. Ерк. 4. Куçăм-пуçăм вут та хĕм выляса кайтăр. СТИК. Пасара карăм та.. чашкă-çпала илсе килтĕм. N. Кăшкăрса пуçтартăмăр та, киле кайма шухăш турăмăр. КС. Апла та (и так) хăтланчĕ, капла та (и этак) хăтланчĕ — пултараймарĕ. Регули 1546. Кивĕ полсан та, çĕнĕ полсан та илĕпĕр (все равно купим). Кивине (киввине) те, çĕнине (= çĕннине) те илĕпĕр. || Выражает повторение. Якейк. Пуян та пуян, терĕçĕ (все твердили, что он богат), хăйĕн виç тенкĕ окçи. Ib. Йăвана: начар та начар, терĕçĕ, халь пырса пăх-ха Йăвана мĕн манерлĕ çорт туса лартрĕ. Кушакпа автан 15. Катмар хурăнсен кăтра пуçĕсем лăстăр та лăстăр йăштăртатаççĕ. Чав. й. пур. 15. Таяпасем каланă: куртăмăр та куртăмăр, тенĕ (все, один за другим, заявляли, что видели). || Указывает на длительность действня. Букв. 1904. Çавăнтан кайран Йăвашка Энтрейĕсем аккаланă та аккаланă вара (знай себе пахалн). || Да и.. Ала 13. Эпĕ паян кунĕпе çӳресе ăвăнтăм (устала), каç та пулать, кунтах çăвăрас пулĕ манăн. Н. Карм. Нумай та калаçрăм, каçарăр мана. Толст. Хĕвел кăшт тухать те, анса та ларать (взойдет не надолго, да и закатится). || Даже. Изамб. Т. Ик-виç кун та шырарăм, лаша çинчен пĕр хыпар та илтеймерĕм. || Даже, даже и. Ст. Чек. Кушакĕ тармас та (даже и не убекает), тет. КС. Пĕр çухрăмах та çук. Нет даже и версты. Ib. Хытăраххăн та чĕнсе пăхрăм та, итлемеçт. Даже пробовал и покричать, не слушает. ТММ. Асапсăр пулла та пĕверен кăлараймастăн (с русск.). Чуратч. Ц. Эсĕ çакшăн та макăратăн-и? Уншăн пĕрте ан макăр, кил хам çумма вырт, пĕрле çывăрар. N. Аш мар, полă та памаç. СТИК. Çакна та ĕнтĕ туса хураймастăн! Даже и этого не можешь сделать. || Усиливает обобщение. Альш. Вăл шыв чăххи ытти кăвакалсем пек вĕçсех çӳремес: вăл ялан та хăмăш ăшнелле тарат. N. Манăн икĕ ывăлĕ те (или: икĕ ывăл та) салтака кайрĕç. (Но: икĕ çулĕ те Нурăса каять). Ib. Пирĕн икĕ учитĕлĕ те Хусана кайрĕç. N. Вĕсем пурте кунта. Они все здесь. N. Ун пекки кирек ăçта та пур. Такие есть всюду. || Выражает усиление и в др. случаях. N. Кил! эпĕ сана нумай шывсем çинче ларакан ытла та (очень уж) аскăн арăма сут тунине кăтартам. Ерех 3. Вăл Мускавра çамрăкранпах пĕр хапрăкаэ ĕçленĕ, ялта пĕр-икĕ çултан ытла та пурăнман. Абаш. Эс топмăн та. Ты пожалуй и не найдешь. Шăна чир. сар. 12. Хăш Йышши шăна талăкра аллă хут та ытла сысать. М. Яуши. Эсĕ мана темиçе хут та улталарăн. Бгтр. † Ку инке усал пулсан, çичĕ çулсăр та килес çук. Шел. II. 64. Миçе юрă кунта? тесен: икĕ çĕр юрă та ытла.. терĕ. N. Вăхăт нумай иртрĕ, уйăх та ытла сантан писме илменни (уже больше месяца, как я не получал от тебя писем). Кан. Ял совечĕ кăçал çу-каçа та (за все лето ни разу) Кăмакал ялĕнче халăх пухăвĕ туса иртермен. Орау. Мĕн çур сахач (= сахачĕ), сахат та ытла иртрĕ пуль ĕнт! Какие полчаса, наверное, уже больше часа прошла! Альш. Кĕтӳçĕсем ялан та (повтоянно) тутар ачисем хăйсен. Ib. Пĕр-иккĕшĕ (сăвăрсем) ялан та ту çинче çын килнине сыхласа лараççĕ. Ib. Пĕр вунă-вун-пилĕк çухрăм хутлăхĕ çӳлĕ ту килет ялан та. Ib. Малта таçта çитиччен ялан та анаталла каймалла. Баран. 122. Ватă йывăçăн варри ялан та çĕре пуçлать. Ала 5. Вăл каларĕ, тет: эпĕ мар паттăр, тесе, вăт паттăр та паттăр, халь тухнă, тет, Иван Суволов паттăр. || Усиливает отрицание. N. Пĕр конта ояр кон çок. Нет ни одного ведряного (ясного) дня. Регули 1428. Вăл пире пĕр татăк та çăккăр паман. N. Эпĕ улахран пĕр каç та юлман. || N. Вăл кӳлĕ пит çутă, çавăнпа та (поэтому то.. и) ăна Çутă-кӳлĕ тенĕ. К.-Кушки. Вăл ăна вĕлернĕ те. Он-то его и убил. || Так как. Абыз. Кликка каларĕ, тит: вăрларăм; ху каларăн та вăрлама. N. Унта çул çук, карти çумнех юр çуса тултарнă та. Там нет дороги, так как там нанесло снегу к самому забору. || Правда, что.. но (уступление). N. Çанталăкĕ сиввине сивех мар та.. Правда, что сегодня не холодно (и потому нет нужды, напр., топить печь). || Изамб. Т. Упăшки те наян та, арăмĕ тата ытларах. И муж-то ленив, но жена еще ленивее. Кратк. расск. 12. Иосиф вăл хăй кирек мĕнле пултăр та, çапах та пирĕн тăван-çке вăл. || Но, а, да (противительный союз). N. Чавса çывăх та, çыртма çук. (Послов.) СТИК. Çакна туса хумаллаччĕ те, пулмарĕ. || Хотя.. но. КС. Вуламан пулсан та (хотя и не читал), эпĕ çапах (всё-таки) пĕлетĕп. Ib. 1509. Эпĕр каламасан та, вăл пĕлĕ. Хотя мы и не скажем, но он узнает! Баран. 123. Намăс та пулсан, (хотя и стыдно сознаться, но..), пирĕн хушăра ун пек çын нумай. || Иногда при употреблении этого союза речь кажется оборванной, при чем как бы остается невысказанным какое-то воэражение или ограничение. N. Укçу пур-и ара? — Укçи пур та.. А есть ли у тебя деньги? — Деньги-то есть. N. Çаплине çапла та.. Так-то оно так.. (оно верно-то верно.,.). Якейк. Манасси манман та (забыть-то не забыл).. каласси каламан та. корасси корман та.. тарасси тарас çок та.. вăрçасси вăрçас çок та. Альш. Тарçи калат: мĕн, пачăшкă, вăрçатнам? тет. Пупĕ: вăрçасса вăрçмастăп та, ахаль калап, тенĕ. КС. Аплине апла та, ыйтмасăр та илме юрамаçть çав. Так-то так, но дело в том, что и без спросу брать не годится. || Иногда присоединяет следствие. N. Антон уксак та, хытă утимас. Регули 401. Эп çавăн чох пырса та онта, эп пĕлетĕп вăл вырăна. || Просто, прямо. Шурăм-п. Чăваш хăй куçне те ĕненмест. Унăн шухăшĕпе ку улпут ухмах та. Якейк. || С деепричастием на „сан“, „сен“ иногда соответствует русскому может быть. Якейк. Кайсан та кайăп. Может быть и пойду. Ib. Парсан та парăп. Может быть и дам. || Уж и.. N. Нумаях та тăмасть, урамăн хăрах хĕрне çаратса та тухать. В. С. Разум. КЧП. Кунта ларсассăн, каç та пулса кайĕ, манăн киле каймалла. КС. Туса хутăн та-и? Ты уж и сделал? N. Чĕнтĕм анчах, чопса та çитрĕ: ах ĕçесси килет ӳке! (вероятно, ему хочется пить). Ал. цв. 10. Çапла жалать те, хĕрлĕ чечеке татса та илет. Чуратч. Ц. Пăртак ĕçнĕ-и, ĕçмен-и, куна усал сухалĕнчен ярса та илчĕ (уж я схватил), тет. || Выражает неожиданность. М.-Чолл. Ир тăрсан, пăхать, вунă улма çук та (а десяти яблоков уж и нет), тет. || Именно. Якейк. Чĕре ыратнăран та тохтăра кайнă, ахаль кам каять-ке? (Гов. с недовольством). || Соответствует русскому „а“. N. Самай та юлашкинчен пит нумай (пĕр виçĕ пин ытла) пĕр хуçаран илсе таврăннă. Завражн. Поп патне карăм та, попĕ çок та тăта (еще). || В отрицании — даже и не, и не. Ск. и пред. чув. 50. Ан та шухăшлăр шăннă ĕç çинчен! Янтик. † Пир(ĕ)н Тимеше пырсассăн, çĕр тенкĕсĕр ан та пыр (т. е. не имея сотни рублей, чтобы уплатить за невесту). N. Çавна валлиех сăкманлăх илейĕн-е (купишь ли на кафтан); укçа сахал пулсан, ан та ил. Конст. чăв. Тинĕс хĕрне çитсен, нумаях та тăмарăмăр, пароход çине кĕрсе лартăмăр. || В выражениях удивления — ну и.. Толст. Ăслă та-çке сан пуçă, ăстарик! N. Макарăн та чăмăрĕ пысăк-çке, ача! Альш. Аван та юрлаттаратьчĕ вăл ачасене. || В песнях иногда имеет неопределенное значение. Н. Карм. † Пĕчĕк кăна лаша — турă лаша, Белебейрен йăвăр та тиярăм; ах аттеçĕм, тетĕп, ах аннеçĕмI пĕлеймерĕм — йăвăр та каларăм. || В произведениях И. Н. Юркина как индивидуальная особенность встречается в главных предложениях, которыми вводятся в диалогах собственные слова второго из собеседников. Юрк. Мĕншĕн? тет ку та, хăне апла каланăран, ăнланаймасăр.

тайăл

(-ы̆л), наклоняться, нагибаться, склоняться. Бгтр. Уйри çĕмелсем мал еннеле тайăлсан, килес çулĕнче тырă лайăх пулать, теççĕ. Чураль-к. Тайăла-тайăла ан макăр, тайăлса ӳкĕн, Потаçăм! См. потаçăм. N. † Самарăн сарă шыв юхать, сарă хумăш çинчен сарăлса, сарă хумăшсем юлать тайăлса. КС. Тайăлса, тайăлса пычĕ те, тӳп! кайса ӳккĕр. Все наклонялся, наклонялся (идущий), да как бухнется! Ib. Тайăличченрех хурса пар-ха. Положи на весы, чтобы перетянуло. Н. Карм. Ай-хай, пуçăм, çамрăк чунçăм, ырлăх енне пуçăм тайăлчĕ (склонилась голова). || Подкоситься. В. Тим. † Эпĕ çак килсене килсен, тухаймарăм урам тайăлаччен (не ушел раньше того, как у меня подкосились ноги, т. е. от хмеля). Альш. † Тайăлмастпăр, тайпăлмастпăр, çичĕ юта парăнмастпăр. Ск. и пред. чув. 26. Туй халăхĕ тайăлать, ӳсĕр халăх çывăрать. || Кланяться нагибаясь. КАХ. Мĕн çырлахманнине ху çырлахтар ĕнтĕ, тет те: çырлах, тесе, таялать. (Молитва из „Валĕм-хуçа“ в „тайăн-сăра“). К.-Кушки. Пирвай. Валлене кĕл-тунă: пĕр халăхпа асăнатпăр, витĕнетпĕр, тутлă чĕлхепе, ăшă питĕмпе тайăлатпăр, йăлăнатпăр. Пазух. Тăван, лар вырăнна, тыт куркăна, тайла тăрар эпир умăрта. N. Виçĕ хут вуласа, виçĕ хут сăхсăхса тайăл. Т. VI, 34. Хура халăх тайăлат сана. (Ӳчӳк кĕлли). Буин. † Ваттисем пуррине пĕлнĕ пусан, çĕлĕкĕме илсе тайлас мĕн. N. Тайăлса пуççапсан. || Прислоняться, опираться. Тим. † Пĕчĕкçĕ лашу, турă лашу, турти çинче ӳсрĕ тайăлса; ай-уй савнă тусăм, хура куçăм, çын çинче ӳсет-çке вăтанса. || Клониться. N. Пĕрре, кăнтăрла сулăнса, хĕвел каç енелле тайăлнă вăхăтра. || Убавиться по жалейку. КС. Сăра пăккинчен тайăлнă. N. † Сорковой пички тайăлмасăр, эпир киле каяс çок. || Пройти (о годах). N. Нумай çамрăк çулăмсем тайăлчĕç. || Лишаться (силы). Сред. Юм. Ватлап пôлас, вăйран тайла пуçларăм (лишаюсь сил). ЧП. Тайăл (ураран). Ала 55. Ватă, курпун, куçран тайăлнă (слабая глазами) карчăк пырса тăчĕ кĕлет алăк патне. N. Ватла-киле пĕр оптен куçĕ вăйран тайăлнă (слаба глазами стала). N. Вăл тăн-пуçран тайăлнă пулсан та, ан шыра, тӳс. N. Пит шухăшласан, çын ăсран тайăлать, ухмаха ерекенсем те пулаççĕ.

таян

(таjан), опираться, приклоняться, прислоняться, облокачиваться. С. Дув. Яхути ăна илтнĕ те, шикленкелесе, юпа çумне таяннă, тăрать. СПВВ. КЕ. Таянни — пукан çинче чалăшшăн ларни. ЧП. Ватă юман, теейсе, ытла çумне ан таян. Н. Карм. † Çӳлĕ тусем çинче пĕр çын тăрать, йĕлме туйи çине таянса; çак тăван пире кĕтсе тăрать, хапха юпиçине таянса. Ст. Чек. Сĕтел çине ан таян. Не облокачивайся на стол. Не прислоняйся к столу. См. чавсалан. N. Эпĕ çурăмпа юман çумне таянтăм. ППТ. Хам урама тухса, хапха юпи çумне таянса: çынсем каймаççи? тесе, пăхса тăраттăм. N. Аллисемпе суха çине таянса пынă пек, сухалакан хăйĕн хуйхине хуйхăрса каçалăк патне кайнă. Скотолеч. 15. Лаша сулкаланса çӳрет, çӳренĕ çĕртех япала çумне (к предметам) пыра-пыра таянать. К.-Кушки. Ахтапантан тухсанах, урапа çине таянса (у др. тайăнса) выртрăм (прислонился), тет те, çыврах кайнă, тет. Лашм. † Таянам-и, тăванçăм, сан çине? Таянтаратсăн, тăванçăм, ай, таянтар. Чăв. к. Пĕчĕкçеççĕ лаша — турă лаша, ӳсрĕ турта çине таянса. || Полагаться. N. Пурлăху çине ан таян.

тайлăк

(таjлы̆к), наклонный. Г. А. Отрыв. † Хура вăрманта хурăн тайлăк, хурăнташсенчен ати тайлак, тантăшсенчен эп тайлăк. С.-Устье. Ту аяккинче пĕр тайлăк хурăн ларать, тет. N. Ял-ялĕнчи ачисем тайлак кĕпер кашти пек, тайкалана çӳреççĕ. Альш. † Тайлăк хапха уçăлмĕ, юлнă кăмăл тупăнмĕ. Т. VI, 35. Тайлăк çултан та, тайлăк усал кĕпертен те эсĕ сыхласа, эсĕ упра, турă. (Учук). Скотолеч. 9. Вите урайĕ тайлăкпа (по причине...) кĕсре тăвалла тăсăлса тăрать пулсан.. || Шатающийся, titubans. П. Федотов. Ĕссĕр пулнă куркинчен, тайлăк пулнă стакканчен, ырă ĕçрĕмĕр-çирĕмĕр, сăпаççипă хуçине. || Покорный. ЧП. Пирĕн тайлăк пуçа хĕç витмест. N. Тутлă чĕлхемпе, тайлăк пуçăмпа пуççапатăп („бью челом“, молюсь). || Наклонно. Ст. Чек. КС. Урапана тайлăк тиянă (косо, на один бок). || Отлогий. КС. Тайлăк çĕтрен ан кай, тӳрем çĕтрен кай. Ib. Тайлăк тăвайкки. Ядр. † Çак куккăрта çул тайлăк, тӳнсе каятăп, тытсамăр (поддержите, а то я упаду, опрокинусь). || Косогорье. КС. || В перен. см. несчастный. Якейк. † Ялта танăш ачасам хăшĕ тайлăк вăл ытла. Имень-к. Ах тайлăк, çул тайлăк, çул мар тайлăк, эп тайлăк! Эпĕ нимшĕн те тайлăк мар, çук çын хĕршĕн эп тайлăк. || В недостатке. П. Федотов. Çырлах турă, ан пăрах, мăн çăкăртан тăйлăк ан тăрат. (Из молитвы „çăкăр пуçланă чух“). || Назв. местности.

тавлаштар

понуд. ф. от гл. тавлаш. Конст. чăв. Эпĕ кунта тĕн тавлаштарма (спорить о вере) килмен халĕ пирĕн пата. КС. Эпĕ ăна паян хытă тавлаштартăм. N. Эпĕ пулсан, çав Тарас пеккисене хампа тавлаштарса тăмастăп. Молча-а-ать! тетĕп те, шăп пулаççĕ.

тавăр

(тавы̆р), возвращать, вернуть. Бес. чув. 9. Эсĕ час тавăрайăн-ши? Манăн нумаях та мар укçам, вăл та пулин хама кирлĕ пулать. N. Вара ăна патша каллех Риме тавăрнă (вернул). Кан. Тавара хакла сутнипе нумай услам илет те парăма юлнă укçана услампах тавăрма пултарать. || Свернуть. Тим. † Тавăрăпăр сăмсине. (Угроза). || Переворачивать. N. Вуниккĕн ыраш çапаççĕ, Митрофан тавăрат. (Çăкăр çини). СТИК. Кĕлте таврас, сарăм таврас (переворачивать снопы или посад во время молотьбы). N. Шур кĕпелисем çапаççĕ, хĕрлĕ кĕпели тавăрса пырат. (Апат çини). Сĕт-к. Утă тавăр, ворочать сено (на сенокосе). || Засучить (рукава). КАЯ. Эпĕ кĕпе çаннипе куçа тавăрса шăлтăм. Тăв. 53. Тĕкĕр пек çуталса выртакан кӳлĕ хĕрринче Кулине шурă йĕм тавăрса тăрать. || Выворачивать. N. Вăсем ухтарса пирĕнне кăсясене те тавăра-тавăра хучĕç (они вывернули у нас карманы). Изамб. Т. Куçа çӳп кĕрсен, пĕр-пĕр аста арăм чĕлхипе çуласа тупат та, унтан тавăрса илет. Орау. Куçне-пуçне тавăрса ларать. Сидит, неприятно растаращив глаза. Утăм. Куçĕсене тавăрса пăрахса çӳреме тытăнчĕç. Якейк. † Пирн апия йорас-тăк, корăк тымарне таврас полать (выворачивать). || Выворачивать наизнанку. Сĕт-к. Кĕпе тавăрса тăхăнтăм, кĕпе тавăрса чиксеттĕмч. Баран. 162. Çĕлĕкин хĕррине çăмне тулалла туса тавăрса хунă (у кадмыков) || Оплатить. Янш.-Норв. † Ах хăтаçăм, тăхлачçăм, çирĕн ĕçкĕре-çикĕре тавăрса пулĕ-ши ĕмĕрте! N. † Тăвансем лайăх, хамăр чухăн, тавăрассинчен хăратăп (боюсь, сумею ли я им воздать равное). Ст. Чек. Пурне те тавăрса пĕтереймĕн, хăшне тата турă тавăртăр. Собр. Çак çăкăра таврайăп-ши ĕмĕр иртиччен? Удастся ли мне когда-либо воздать (им) равное за этот хлеб-содь. N. Вĕсем саншăн тунине хирĕç мĕнпе тавăрас пур санăн? Чем ты можешь заплатить за их заботы о тебе. Ал. цв. 10. Хăна ырăлăх тунăшăн эсĕ çапла тавăр-тăк-и ĕнтĕ мана? || Мстить. N. Ку çынна епле хирĕç тавăрам-ши (месть)? N. Макар Семенов çине Аксенов çав тĕрлĕ хытă çиленнĕ, хăй пуçне çухатсан та, ăна таврассиех килнĕ. || Воздать. Ёрдово. † Пире кăçал çын çини, таврасчĕ те, ял аслă. Цив. † Çынтан илтнĕ сăмаха турă тавăртăр, тейиеттĕм (т. е. пусть бог обратит дурные пожелания на проклинающего). || Возвращать назад (невесту). КС. Хăшĕ калаçнă хĕре каялла тавăраççĕ. || Отказаться от покупки. N. Тавăрчĕ, спятился (о покупке). || Опровергать. N. Ку хушăра тавлашнă çĕре министрсем те пыркаларĕç, анчах министрсен сăмахĕсене çавăнтах тавăра-тавăра пычĕç. N. Хăвăн çу сĕрнĕ çыннуна, Давид чурушăн та пулин, ахаль тавăрса ан ярсам. || Возмещать? Юрк. † Ялта ырă çынсем нумай пулĕç, хамăр тăвансене çитес çук, çитсен те ăна таврас çук, тавăрсан та пире пулас çук, пирĕн юлнă кăмăл тулас çук, пире юлташ пулса тăрас çук. СТИК. Ку лашана илсе эпĕ усă кураймарăм; акă ĕнтĕ илни икĕ çул, çинĕ хакне ĕçлесе тавăрайман пуль (не заработада истраченного на нее корма).

тавна

(тавна) давно (русск.). Токшик. Халăхсен вутă-улăмсем тавнах пĕтсе. Кильд. Унăн амăшĕ те тавнах вилнĕ. КС. Эпĕ пулсан, тавниях (тавнах) туса хумалла (сделал бы). Шибач. Лаша тавна пĕлет мĕн кайăк тытмаллине. Сред. Юм. Малтан карчăкпа старик ача мĕнле ӳснине лайăх астуса та пăхман, тепĕр виç-тăват контан пăхаç — ачи виç-тăват вершка тавна та ӳснĕ. Ib. Эсир тавна мунчаран тôхрăр-а? — Тохмасăр. Ко таранччин мунчара пôрнса та тăта тавна пôлĕ-и ĕнтĕ. Что вы скоро из бани? — Столько просидели, разве это скоро?

тавнуш

давно уже. ЧС. Эпĕ киле çитеччен, тавнуш тумтирсем савăт-сапасем виç-тăватă лав тиесе лартнă (наклали) КС. Тавнушах.

тавра

крюк (кружной путь, обход). КС. Хулапа (городом) кайсан тавра пулать. || Кружным путем, в обход. Тогач. Тӳрĕ ан кай, тавра кай (кружным путем). Байгул. Тӳрĕ çулпа ан кай, тавра кай, тесе ярать, тет. N. Тавра каян (кружным путем) çу хыпнă, пӳкле каян пăх хыпнă. || Вокруг (послелог). Бес. чув. 14. Çав кӳлĕ тавра эпĕ йывăç лартас тетĕп. Баран. 128. Вăл (ула-катка) нихăçан та тӳрĕ улăхмасть, йывăç тавра çаврăнса улăхать. Кан. Тавралла çирĕп карта тытса лартнă. Орау. Тăрăх виçсен — виç çухрăм, тавра виçсен — çич çухрăм. N. Лаши тавра çара ярапа çеç. Лаши тавра йĕс тавраш та ярапа çеç. Шор-к. Анатра хорал пӳрч пор, çав хорал пӳрчĕ тавра виçĕ хут çавăрăнтăм (три раза обошел). Баран. 134. Пирĕн тавра мĕн тăрать. || Круглый. Трхбл. † Икĕ черкке пек куçăма шăла-шăла, икĕ тавра тутăр пĕтертĕм. || Окрестная местность, окружающее место. N. Çав таврара. БАБ. Киремет ячĕпе пăсни пит хăватлă. Ăна тӳрлетме пултаракан та сахал, ку таврара пĕрре эпĕ, тепре Нурăсра Тăм пуртă Микули пур, терĕ. N. Вăл таврара лайăх пурнакан пит сахал пулнă. N. Пирĕн таврара (у нас) йывăр чирлĕ çын патне кӳрши-аршисем, хурăнташĕсем пыра-пыра лараççĕ. Дик. леб. 52. Вăл калаçнă вăхăтра пĕтĕм таврана (вокруг) тутлă шăршă сарăлнă. Турх. Вĕçен-кайăк çуначĕ вăртлатнă чух, унăн сасси таврана (кругом) янăрать. N. Пĕтĕм тавраран халăх пухăнать? || Окрестный. Янтик. † Çак Тимешĕн (янтиковских) ваттисене тавра ялсем мухтаççĕ. Ib. † Тимеш хĕрне çитесси тавра ялта халь те çук (т. е. в окрестностях нет девушки, которая сравнялась бы с янтиковскими). Юрк. Çакă лайăх хăнасене тавра ялтан пухрăмăр. || Период времени. N. Кăрлачă уйăхĕ 18 декабĕрте тăвать тенĕ чăвашла калентар çинче, чăвашсем те çав таврана калаççĕ. (Уфим?).

тавраш

(-аш), окружье, окруженье. N. Пĕтĕм тута-сăмса тавраш (область рта и носа) питĕ ирĕлсе карĕ-ха — тӳрленмест. Собр. Уйăх таврашĕ карталансан (если месяц в кругу), йĕпе пулать, теççĕ. Б. Яныши. Çак кĕпер таврашне, çĕртме çинче утсене çитарма ялан курăк çитĕнтереттĕмĕрччĕ. О сохр. здор. Кровате (чит. кравата) тата алăк патне, чӳрече таврашне (около окон) лартма юрамасть. || Окружность. Ск. и пред. чув. 34. Карталанса йĕри-тавра тăнă ташă вырăнĕ, вунă чалăш таврашĕ. || (Приблизительное) время. Альш Миххайла праçникĕ таврашĕнче (около Михайлова дня) юр ӳкет, ӳкнĕ çул (в иной год). || Отношение. N. Наянлăхăмпа çыру яраймасăр тăратăп, тетĕн, вăл тавраша (в этом отношенни) эпĕ хам та çавах, анчах савнă çыннăмран çыру вăл-ку илсен, кирек хăçан та хирĕç часрах çырсă яма тăрăшатăп. || Относящееся до.. Изванк. Пирĕн ялта мур таврашне пĕлекен пĕр Микул карчăк анчах. || То, что относится к известному роду предметов. Юрк. Эрех таврашне пăхса тăма хăйсене уйрăм пысăк тӳресем тытса тăрат. Кама 7. Васса (пуçне пăркаласа). Е-е-е-х! ăс тавраш санăн. Хăнаран укçа ыйтаççĕ-и? Кам вĕрентрĕ сана. Тьфу, йытă пичĕ! N. Кунта япала таврашĕ питĕ хаклă. Баран. 44. Ялта лăпах пулнă, хăйă çути тавраш нимĕн те пулман. N. Выльăхăн ăс тавраш çук, вăл ăçта каяс килнĕ, çавăнта каять. Кан. Пуш урапанах: таврашсене çĕмĕрĕ (лошадь), тесе, калла турттарса килтĕм. ППТ. Çĕрен хуллин таврашин çӳп-çапне (сор от прутьев, обломки) прахтармаççĕ (не позволяют бросать). N. Пахăр-кĕмĕл тавраш(ĕ), çурт-хуралтă тавраш(ĕ). Менча Ч. Вĕсем акана тухаччен малтан ака таврашсене, суха таврашсене, сӳре таврашсене хатĕрлеççĕ. N. Çав вăра таврашĕ мар-и (это не вор-ли какой-нибудь) мĕн пĕшкĕнсе (нагнувшись) пырать вал пирĕн хыçран? Юрк. Начальник таврашĕ вăл тĕлтен сана аса та илме пĕлмест. О сохр. здор. Улпут таврашĕнче нихçан та сăпка кураймăр эсир. Юрк. Сирĕн вара ку çулта ĕне тавраш çук-и мĕн? Разве нынче у вас коров нет? Ib. Пирĕн чăвашăй йĕрĕх таврашĕнче пукане пек япала таврашĕ çук (никаких идолов не бывает). ППТ. Масар çинче кĕлĕ таврашĕ-мĕнĕ тумаççĕ (никаких молений не совершают). Сборн. по мед. Лаша-выльăх таврашĕнчен: ут-выльăха çамрăк чухне чипер пăхас пулать, тетпĕр. Халапсем. Эпĕ халап таврашне пĕртте пĕлместĕп. Я, вообще, совсем не знаю сказок. Баран. 29. Тăван хĕрĕ пек курса, ун валли тавраш хатĕрленĕ. Ib. 162. Пуринчен ытла лаша таврашне çӳререх параççĕ (калмыки). || Принадлежности, приспособления. О сохр. здор. Çавăнпа ача кипкисене, унăн çăтарне, тата ытти таврашĕсене те тасарах тытма тăрăшăр. СПВВ. Тавраш нуммай кирлĕ. Нужно много разных вещей, приспособлений, одежды и пр. (Так понимают в Сред. Юм.). ЧП. Атте салат пачĕ те, анне тавраш пачĕ те. Ходар. Сăрине (для „тайăн сăра“) тунă чухне таврашсене пит тирпейлĕ тыткалаççĕ (наблюдают за чистотой посуды и принадлежностей, которыми пользуются при варке пива). || Одежда (в некоторых выражениях). О сохр. здор. Хамăр тавраша ялан таса тытас пулать. Болезни. Тепĕр çĕрте хĕретнĕ-кăвакартнă таврашпа çӳреççĕ. Букв. Таврашна тасарах тытса усра. Будь опрятен. Янш.-Норв. Епле унăн (девушки) таврашĕсем чечен. Ib. Пасар таврашĕ те унăн питĕ нумай (у девушки, которую думают взять замуж). Орау. Хĕрарăм таврашĕ. Сред. Юм. Хĕрарăмăн кĕпе-йĕм (белье) нăмай пôлсан: тавраш нăмай, теççĕ. Алик. † Çын таврашпе килмен, хам таврашпа хам килтĕм, атийăк та апайăн. (Из песни туй арĕм). || Наряды. Собр. Хĕрĕ (невеста), пасар çитсен, пасара кайса, таврашсем илет. Бур. † Ай-хай, хамăр тантăшсем, кĕмĕллĕ иккен таврашсем. || Приданое (добро). N. Пĕр таврашĕшĕн илни анчах пулчĕ, хăй нимĕн тĕшне те тăмаçть (про жену). Чураль-к. † Ах кинçĕм, Пăраски, час тапранса часах тух; час тапранса тухмасан, хăвăн (= хăйĕн) таврашпе тухмаçть, тет, хăвăн таврашпе тухсассăн, час тапранса тухать, тет. (Свад. п.). || Добро, имущество. Иванова. Çак пушарта нумай тавраш, пĕр хĕр-ача çуннă. Истор. Ытти хаклă йышши таврашсем те нумай парса янă. Изамб. Т. Пуяннисем таврашне (япалине) кура хаклăрах тӳлеççĕ. || Сбруя. N. Урапасем ӳпне çавăрăнса каяççĕ, таварсем пылчăк çинче таптанаççĕ, лашисем ĕрĕхсе, таврашсене таткаласа çӳреççĕ. Ёрдово. Лаша таврашсем вăлсен питĕ япăх, таврашсене пĕртте юсамаççĕ. Лашине хытă кӳлсен: тавраш ванать, теççĕ. Чураль-к. † Ачи шухă, ан тийĕр, ати тавраш шуç тавраш; çав шуç тавраш пĕтмесĕр, пирĕн шухă пĕтес çук. Актай. † Шупашкар хуçи аттим пӳр, шуç таврашсăр тухас çук. Н. Байгул. † Йăлтăр-йăлтăр йĕс тавраш, çутатмасан килĕшмест. || Органы. N. Вал кăшт çех вырăнтан сикме пултарать, хăйĕн пур таврашĕсене те пĕтернĕ, вăл сывламасть те, унăн юн тымарĕсем те çук, çăварĕ те, хырăмĕ те, пыршисем те, хыçалти шăтăкĕсем те çук. || Материал. N. Машиная шухăшласа кăлараканни çавна тума хăй таврашĕпе те çĕр тенкĕ анчах илнĕ. Ал. цв. 20. Çулçăсем, туратсем, чечексем карнă, ылттăи-кĕмĕл ука таврашпа витнĕ хăй юратнă сакă çине ларать. || Род, фамилия. Орау. Çав Кăрнин усрав ывăлĕнчен Ситемен тавраше пуçланса кайнă. Альш. Мăрса йăхĕсем каяççĕ куçса Пӳркелне. Пӳркелĕнче халĕ те пур, Мăрса тавраш, теççĕ. КАЯ. Апрам таврашĕ (пирĕн йăх ячĕ). N. Кам таврашĕ эсĕ? Ты из какого рода (или: фамилии)? N. Тăраль (трал’) тавраш (-аш). Орау. Урлав таврашĕ питĕ ĕрчĕхлĕ ăру вăл. Орау. Вăсен таврашĕнче путлĕ этем пур-им? || Нечто подобное, такое. Дик. леб. 40. Вăл ун пек тавраша унччен нихăçан та курман. N. Нумайĕшĕ çĕнĕрен законсем кăларасшăн пулчĕç. Нумайĕшĕ вăл тавраша кĕтмен, вĕсемшĕн вăл ĕç сисмен çĕртен пулчĕ. СТИК. Пирĕн вăл тавраш мĕн çук? У нас ничего подобного нет. (Возражает, почти что обидевшись, на вопрос: сирĕн им-çам пур темерĕç-и, парăрччĕ, пулсан). || Культ. ЧС. Ку киремет таврашне ан тăвăр. Не совершайте этих идольских обрядов. || Альш. Хирти Кушкă таврашĕ, çĕнĕ Мертлĕ таврашĕ акат вăл анасене: çавсен çĕрĕ, тет вăл. || Обстоятельство (грамм. термин, неолог.). || В смысле послелога. N. Атăл таврашĕнче ун пек хула нуммай. В Поволжье таких городов много. Ib. Хула (ял) таврашĕнче (около города, деревни); çăварни таврашĕнче (около масляницы). N. Пукрав таврашне те таврăнайăп-ха эпĕ. Неизвестно, вернусь ли еще я к Покрову. N. Мункун таврашнелле те тавăрнайăпăр, тем. Неизвестно, воротимся ли мы к пасхе.

такам

(тагам), неизвестно кто. N. Кам ку? Такам-çке. Кто это? Не знаю кто. Кто его знает. N. Такампа кайнă вăл, эп курман. Не знаю, с кем он ушел, я не видел. N. Такамăн пур вăл, пирĕн çук. Не знаю, у кого он есть, у нас нет. Такам ачисем вĕсем. Не знаю, чьи они дети. N. Парасса патăм (отдал) та, такама патăм (действие отдачи помнит хорошо); парасса панă та, такама панă (действие отдачи представляет себе неясно). Чеб. Такамсем çĕрле килнĕ те, хамăра улмапа пере-перех татса карĕç, терĕм. || Всякий, каждый. Н. Карм. Мана ĕнтĕ эсир мар, такам та ятламалла, мĕншĕн тесен, эпĕ темиçе çултан та сире тав туса пĕр çыру та çыраймарăм. N. Ăна такам та паллать. Про него чай знает всякий. N. Такам та пĕлет. Кан. Куçарасси Мами аван куçарнă. Такам та ăнланмалла. || Прямо никто. N. Эпир курнине такам та кураймĕ. Никому не придется испытать того, что мы испытали! || В чувашизмах. Могонин. Такамран ыйтсан та (кого ни спроси), çак ниш çинчен калама пултарать (может рассказать). Ст. Шаймурз. † Улма патăм-илмерĕн, кĕмĕл патăм-суйларăн. Пит нуммай вăхăт çӳрерĕн, ху та такама каяйрăн (за кого-то ты сама выйдешь). Изамб. Т. Мана тата хамăр пекки пулмасăр, такам пулмĕ. Какого еще мне жениха ждать? Ведь нас не вельможа какой возьмет. Орау. Кам вăрланă-ши укçине?.. Такамах мар пуль-ха (не больно кто, чай..) хăйсен ачипчисем путлим (= путлĕ-им). N. Эсĕ, ачам, такамшăн такам пултăн, маншăн турах пултăн. Кил, эп сана чуп-тăвам. Не знаю, как другим, а мне ты, дитя мое, сделал превеликую услугу. Иди, я тебя поцелую. Выçăхакансем 26. Эпир ĕне сутатпăр иккенне такам çăви сарса янă (какой-то чорт разблаговестил, т. е. распустил об этом слух). || Нет. Сятра. Тĕнке-тона, хы çут (= хыйă çут), теччĕ (говорят).— Такам (= айӳк?), тет тĕнке-тони: коарпа пиçсе тĕтĕмпе пĕрле те вĕçсе каяс польă, тет.

такăн

(тагы̆н), спотыкаться, запинаться. Сĕт-к. Паян виççĕ (трижды) такăнса ӳкрĕм. N. Лаша виллисем çине такăна-такăна ӳксе таратпăр. Бежим, запинаясь о трупы лошадей. N. Ура такăна пуçларĕ, пурăнăç каялла каять пулĕ. N. Чул çине такăнчĕ. Он запнулся о камень. Буин. Чула (пĕренене) такăнса ӳкрĕм. Ядр. Чултан такăнса ӳкрĕм. N. Пуçтарнă чухне пĕчĕкреххи, астумасăр типĕ хулă çине такăнса ӳкнĕ. N. Намăс мар-и, тăванăм, çак хулăран такăнса ӳкме! Манăн ура айне пĕрене хурсан та, эпĕ нимпе те ӳкес çук! N. Эпĕ тумхах çине такăнса ӳкрĕм. БАБ. Ватăлмасăр вилес мăр, такăнмасăр ӳкес мар. (Гов. в конце моленья „ӳчӳк“). Сред. Юм. Такнакана тап котĕнчен, тесе ахаль каламаççĕ çав: тин çиç матки вилнĕччĕ-ха, ôнтан çонса кайрĕ, халь кăçал каллах çавăннех лашине вăрласа кайнă. Ib. Пĕр такна (такна) пуçласан çын такнатех ôлă. Раз человек начал спотыкаться, ему все неудача. Ib. Çын, пĕр такна пуçласан, такнатех вара: пĕлтĕр çонса кайрĕ, кăçал пĕррĕ ôлталаса пин тенкĕ лартнă, тепĕр каллах пилĕк-çĕр тенкĕ упиткă полнă, тет. || В перен. см. СПВВ. Такăнас — не ладить, спорить. || Смешиваться (при счете).

такăнтар

понуд. ф. от гл. такăн; подставить ногу. Ст. Чек. Якейк. Такăнтарса ӳкерсе ачая вĕлерме полать. || В перен. см. Якейк. Эс мана такăнтарасшăн пустой ан хытлан та, нихçан та такăнтарас çок эс мана. N. Эпĕ ун умĕнче усал ĕç тума шухăшлатăп пулсан, манăн ĕçе вăл ăнтармĕ, такăнтарĕ. Йӳç. такăнт. Йӳççи такăнтарчĕ. Вино повредило. Тăв. 20. Пирĕн çын мар вăл. Пирĕн ăна такăнтармалла.

таккиех

(такки+ех), постоянно, все время. Альш. Эпĕ кĕлетрен таккиех çу вăрлаканччĕ. Ib. Çитти таккиех тутлă апат çитерсе пурăннă, тет. Ib. Ку хĕр таккиех пӳлĕмĕнче йĕрсе ларнă.

таккулхах

ни с того, ни с сего; без причины, напрасно. Орау. Пĕр сысна çури таккулхах (по неизвестной причине) пĕчĕккĕ ӳсрĕ. Апат та пĕрлех çинă, уйрăм çиман — асси темĕскер. Ib. Таккулхах (таккулhах) çак хут çине çыртăм эпĕ, хура çĕре çырмалаччĕ.

такçан

(такс’ан), неизвестно когда. || Очень давно. Регули 992. Эс пирĕн пата такçан (такçанпа) килмен. Сред. Юм. Пăркôн пĕррĕ такçанах корса сăмахланăччĕ енĕ онпа, ôнтанпа эпĕ ôна ваçех те кôрман. См. тахçан.

тамаша

(тамажа), диковина, изумительная вещь. Баран. 17. Çилĕлĕ старик пĕр чĕнмесĕр ăсран кайса шухăшлать: ак тамаша! кам пулчĕ-ши? Ib. 24. Мĕн тамаша иккен: йывăçсене эпĕ шарт та шарт хуçатăп, çапах пĕрне те авса пĕкĕ тăваймарăм. Юрк. Ак тамаша!.. ытла ырă пурăннă çĕртен, темĕн-те-пĕр шыраса çӳрет! СПВВ. Тамаша куртăмăр. Ib. Ак тамаша. Вот диковина. Юрк. Мана мĕн тамаша пулчĕ-ши? Куç ӳкмерĕ-тĕр-çке? Тем масар йăвăрлантăм (заболел сильно). ЧС. Атте: лаша апла пулнă, тенине илтсен, хуйхăрса: ак тамаша тата! Паян, килтен кайнă чухне, сывăччĕ. Мĕн пулчĕ тата? Пĕр-пĕр синкер ленкрĕ-шим? терĕ. Ск. и пред. чув. 78. Чĕре чăнах пĕлчĕ-шим? суйса парас тенĕччĕ. Ак тамаша! тĕрĕс-шим? Янтик. Ак тамаша! Ма мана каламасăрах кайнă-ха вăл? Хăй: каламасăр каймастăп, тетчĕ. N. Ак тамаша, вырăс çармăс тăвать! (О rem mirabilem, ex Russa nascitur Tscheremissius!). СПВВ. ИА. Ай тамаша! аплах пулмĕ-çке çак (не может быть этого). Сред. Юм. Акă тамаша, кĕре кĕнĕренпе те авăн çапма пĕр йôраллă кôн полмарĕ-çке ĕнтĕ.. Ib. Ак тамаша, мĕн пôлчĕ-ха ĕнтĕ тăта? Собр. Ак тамаша, самана, ытармалла мар сана. ТХКА 76. Ак тамаша, ку питĕ кирлĕ, вырăнлă япала-çке! терĕм эпĕ. Шибач. Йорлать, поплет, аташать, она итлемешкĕн тамаша! || Нечто чудное и страшное. Изамб. Т. Эпир çапла тамаша куртăмăр (страшное и чудное явление). || Часто выражает досаду. Шорк. Еккей тамаша, пулмарĕ вĕт! Ib. Ах, тамаша, укçа çукки хуплать-ха. (Выражается сожаление и досада). || Беда. КС. Вăл çын паян тамашана кăтартăрĕ (наделал беды). ЧП. Вот тамаша, топрăм хама хам валли. Качал. Пирĕн ачине япала, лашисене тамаша. (Свад. п.). || Обозначает затруднение (= мĕн тăвас, нимĕн тума та çук. Так обьяснил А. С Курушин). Хурамал. † Ула лаша тамаша, ака туртмаç (= туртмасть) тамаша. N. Еккей тамаша! СПВВ. Х. Ула лаша тамаша (= тумаша), ака туртмас мĕн тăвас? Ст. Ганьк. † Ула лаша тамаша, ака туртмаст тамаша. Хура лаша тамаша, суха туртмаст тамаша. Кĕрен лаша тамаша, киле килмест тамаша. Чуптар лаша тамаша, чупа пĕлмест тамаша. Çӳрен лаша тамаша, çул çӳреме тамаша. || Так кричат на лошадь. Амалăк-Кипек. Тамаша! (кричат лошади). || На диво. N. Якур тытса хунă çаран çинче курăк тамаша ӳссе кайрĕ. N. Малтан ку ялти çынсем тамаша аван пурăнатьчĕç (жили удивительно хорошо).

тан-шыв

тан-шывĕ (шывэ̆, шыв), тан-шу, наледь (вода на льду). Пысăк-Кăканар. Тан-шыв ак çапла пулать вăл сăмах: хĕлĕн ăшă кунĕнче пăр çине тухать çияла шыв, çавă пулать вăл тан-шыв. N. † Пăхăр (надо: тăхăр) тăрнасем тан-шывра, ут кăвакал улăхра. Хозанкино. Паян тан-шыв (тан-шу) тохнă (или: тапса тохнă). Карамыш. Çырмана кайса, тан-шывĕпе кĕпе çуса килтĕм. Питушк. Тан-шывĕ — çырмара тан пăрĕ (п̚ŏрэ̆) тапнă. Ib. Паян тан-шывĕ тухнă нумай. Юрк. † Чупса антăм эпĕ шыв хĕррине, урам путрĕ тан-шывне. Чув. пр. о пог. 296. Хĕлле тан-шывĕ тухсассăн, çула йĕпе пулать. Если зимою образуется наледь, наслуда, летом будет ненастье. Мыслец. Тан-шывĕ тухнă. Алым-к. в. Çырмара тан-шу йохать. В реке бежит вода (сверх льда). Чемурши. Атăл çине тан-шу тапса тохнă.

танаш

(танаш), равняться, сравниваться, уравниваться. См. танлаш. КС. Тавай иксĕмĕр танашса пăхар. В. Олг. Танашса ларса. Стало вровень. Йӳç. такăнт. 19. Эпĕ ăçтая санпа танашăп? Догаево. Çуркуннене пуш уйăхин тăххăрăмĕш кунĕнче шутлаççĕ, мĕншĕн тесен çав вăхăтра кун çĕрпе танашать. Беседы. Вăл нимĕн пĕлмен ăссăр выльăхсемпе танашать. Хорачка. Манпа танак (= танах) танашат вăл. Полтава 82. Çар ушкăнсем вырăна ав тăраççĕ танашса (равняются полки). Якейк. Ну, ачасам, танашса пăхăр-ха: хăшĕ çӳллĕ, хăшĕ лотра. || Поверстаться. N. Танашрăм. Я поверстался. || Поровняться. КС. Эсир иксĕр хăвăр танашăр.— Танашасшăн мар вăл. Ib. Ĕçлеттерекен хуçанăн вак укçа пулмасан, ĕçлекеннисем укçисене ушкăнăн-ушкăнăн илеççĕ те, кайран пĕр-пĕринпе танашаççĕ. КС. Макçăмпа Йăван танашса пăххăрĕç те, Макçăм çӳллĕрех.

танкка

(тан’кка), плестись (пешком). Слакбаш. Эпĕ лаша килессе кĕтрĕм-кĕтрĕм те, çуранах танккаса çитрĕм киле. Сам. 61. Танккать хуллен килнелле. Хурамал. Ута пуçланă ачана калаççĕ: мĕн танккаса çӳретĕн? теççĕ. (Лайăх утаймасть, хуллен утать, хытă пусса). Ib. Танккаса чупать ача (лайăх чупаймасăр чупать). СПВВ. Танккаса пырать. Идет неровно (напр. старик. То же и в Сред. Юм.). Сунт. Ну, ан танккаса тăр. Урайне шăлса пĕтертĕн-и? Стюх. Танккаса пырат. Ходит неестественно. КС. Танккаса пырать. Ходит не сгибая коленей (отчето походка не эластична). Сред. Юм. Вăрăм çын танккаса отат. (Похоже на походку бегущего индюка). || Ходить в одиночку. Ходить попусту, без дела. Шибач. Танккаса çӳрет (пĕччен). Тюрл. Танккаса çӳрет пустойĕпелен. Ib. Пустойĕпех кайса танккаса килтĕм паякăн. Я сегодня сходил туда попусту (без пользы). Сред. Юм. Танккарĕ пĕчченех. Пошел один.

танкăлтаттар

понуд. ф. от танкăлтат, заставлять ступать против воли (тащить с собой). Хурамал. Эпĕ пĕр ачана аллинчен тытрăм та танкăлтаттарса çавăтса кайрăм. ЧС. Çыннисем çавăта пуçласан, луçĕ çавăтакансене кутăн çаврăнчĕ те, хайхискерсене çырма тăрăх танкăлтаттарса илсе кая пуçларĕ. СТИК. Танкăлтаттарсах кăларса ятăм. Я выгнал его толчком, схватив за руку. || Заставлять звонить.

тантăш

(танды̆ш), ровесник, сверстник (приблизительно одних лет). КС. См. танăш. Сред. Юм. Тантăш тесе хăйĕнчен пĕр-ик çол аслă, е кĕçĕн полсан, ей хăйпе пĕр çолта полсан калаççĕ. В. Олг. † Хĕрлĕ холă пак хĕр тантăш, хуа холли пек ул тантăш! Лепле орльсах каяс-ши? Су полăр та, пор полăр, тин те корăп, те кормăп! N. Çамрăк çынна курсан (невеста во время плача: эй тантăшăм, тăванăм (ятне калат), тет. Альш. † Ах, тантăшăм (çавă пур), çиччĕ асăна пĕлместĕп. (Хĕр йĕрри). Тайба-Т. † Тантăш тана килмесен, вăйă выляма кăмăлсăр. Пазух. Ытти тантăш пурте пур, хамăр савни кунта çук. || В знач. прилагательного. Чеб. Вăсен манпа тантăш хĕр пурччĕ. Юрк. † Манпа тантăш хĕрсем, сыв пулăр, хаяр сунса ан юлăр. Манпа тантăш ачасем, сыв пулăр, хаяр сунса ан юлăр. (Солд. п.). || Друг сердца. Чотай. † Тантăшпа тантăш чопнăшăн, тантăш маррисен мĕн ĕç-ши? Юрк. † Тантăш лаша кӳлет: аппа каят, тет пулĕ: манăн каясси асра та çук. Чăв.к. Каласан, кала, тантăш, сăмахна: кĕçĕр санăн çумна кам выртат? Пазух. Çӳл ту çине хăпариччен, юпах тьыха ут пулĕ: килес çулхи вăйăччен хамăр тантăш ют пулĕ. Ib. Тантăш лайăх пулмарĕ, тухассам та килмерĕ. N. Эй манăн юратакан тантăш! Бур. † Урамăрпа иртсе эп пыраттăм, эсĕ чӳрече çинче лараттăн; эсĕех те чĕнтĕн, эпĕ чĕнмерĕм, çиленсе мар, тантăшăм, вăтанса. Богдашк. † Выляясчĕ, куласчĕ, савнă тантăш кунта çук. Альш. † Куçăма ятăм ирĕке, лайăх тантăш суйлама. Ала 71. † Çĕре пусрăм — çĕр путрĕ, шыва пусрăм — шыв типрĕ. Ах тантăшăм, Кĕркури, манран пуçне хĕр пĕтр(ĕ)-им? N. † Турă кăна çырман тантăша илсеех те пулмарĕ мулпала.

тантăшлăх

обилие сверстников(-ниц). Юрк. † Йăри-тавра вăрманлăж, эпĕ çӳретĕп пăшалсăр; йăри-тавра тантăшлăх — эпĕ çӳретĕп тус-йышсăр.

тап

(тап), пинать, толкать, дать пинка. С. Дув. † Тапăр-ярăр Сĕве пăрсене, туртăр-илĕр турă çырнине. ЧП. Тапса ярăр Атăл пăрсене. Б. Яуши. Ача, çӳçрен турта-турта, тапа-тапа, аран вăратрĕ, тет, хуçисене. Завражн. Пĕрре тапса сиктерем кона! Ib. Котăнтан тапса сиктерем! (Угроза). Ib. † Ампар алăк ма хора? Хĕветĕр тапса хоратнă. Чураль-к. † Ай пусăк пичи, алăкран аллă тапрăм, тĕнĕрен тăххăр тапрăм, лăпăрлă карчăк çите килет; çӳхеме те çиса ячĕ, такмакама та çиса ячĕ, хама та çиса ярать. Сĕт-к. Урамри каская тапса йăвантарияс çок (пинком с места не скатишь). Ib. Вăл осал йăтта тапса йăвантарса ямалла анчах (оттолкнуть ногой)! Сред. Юм. Котран тапса сиктерĕп! Пну в зад! N. † Кăмака çине вуртнă та (она легла), тараккан тапса вĕлерчĕ (мою жену). ГТТ. Тата тапса илчĕ. Пнул несколько раз. Çĕнтерчĕ 51. Тапса сиктерес килет. Янтик. † Туя начар тумашкăн, пирĕн аппа начар мар: тапсан, тăва çĕмĕрес пек. || Лягать. N. Лаши вĕсен тапаканскер (лягливая) пулнă мĕн. || Карабкаться, подниматься? ЧП. Тапма илтĕм тăваякки, çума илтĕм шурă чăлха. || Отталкиваться, приседая (во время катания на качели). Ск. и пред. чув. 31. Ярăнакан маттур хытăран хытă тапса ярăнать, çăка чĕтренет. || Бить (копытом). N. Унпа çула (на ней, в дорогу) тухсассăн, тапса-тапса вăл туртат (лошадь). Альш. † Пичче йăмăк (мдадшею сестрою брата) пуличчен, пичеври даша (пристяжная лошадь) пулас мĕн, тапса туртса çӳрес мĕн. Ой-к. Вара хай лаша тапрĕ-сикрĕ, тапрĕ-сикрĕ, тет те, вите алăкне çĕмĕрсе тухрĕ, тет те, часрах чупса, Иван патне чупса çитрĕ, тет. Н. Карм. † Çӳлĕ кăна тусем, ай, çийĕнче тапса çиет касак (исконно-чувашск. хусах), ай, лашисем. || Отдавать (о ружье). СТИК. Пăшална пере пĕлмесĕр, янаххăна çĕмĕрттерĕн! Ăна иккен хул çумне терĕнтерсе пемелле, эпĕ хулран аякка алă вĕççĕн тытса тăрап, Персе ярсан, çав тапрĕ те, чут кайса ӳкеттĕм. || Бить (о ловчей птице). Елбулак. † Тапрĕ-карĕ шурă аккăш чĕппине. Синерь. Ăмăрт-кайăк анса тапрĕ те, чул саланса кайрĕ, тет. КС. Хĕрен (ястреб) чăхха тапса вĕлернĕ (зашиб). || Бить (шерсть). ЧП. Çăм тапакан мăкшăсем. || Биться (о сердце, пульсе). N. Унăн чĕри пĕртте тапмасть, вăл ĕлĕкхи суранĕсем ыратнине туймасть. Пшкрт. Манăн чĕре хыттăн тапат (таβат). N. Тымар тапать (бьет). N. Чĕре тапать. Т. IV. Алă тымарĕ тапма чарăнсан, çын вара вилет, тĕççĕ. || Падать (о подставке скрипки). Нюш-к. Купăс кĕсри тапать. Подставка у скрипки (если ее косо подставить) падает. То же выражение и в Сред. Юм. || Удариться (т. е. направиться куда). Кан. Хламăв та, кайăкла, сивĕрен ăш енелле тапать. Сред. Юм. Тăвалла тапаççĕ = тăвалла каяççĕ. Ib. Паян тура (на горе) вăйă тохнă тем, ачапчасĕм пĕтĕмпе тăвалла тапрĕç. Ib. Паян ачапчасĕм порте анаталла тапаççĕ (= анаталла каяççĕ). N. Эпир, уна курсан, килелле тапса анчах сикрĕмĕр (ударились бежать). Янгильд. Манăн йолташ Артеми, пăрçана, хăмăлĕпе татса, ачасам сасă илтĕннĕ енелле тапса сикрĕ. Янгльд. Эпир пăртак анчах çитменччĕ, мулкачă çури тапса, сиксе тухса карĕ (выскочил резким прыжком и побежал). Собр. † Ямшăк лаши янт лаша. Ларса тухам, терĕм те, тапрăç-сикрĕç (бросились), мĕн тăвас! || Отгонять. КС. Кайăксам хурчкана тапаççĕ (гонят). Ib. Шăнкăрч йăви патне кушак пырсан, вăл кушака тапать (гонит криком и норовит ударить ее). КС. Крик мĕлле кайăк та, хурчка чĕпписем патне çывхарсан, тапать (отгоняет, старается отогнать). || Щелкать пальцем. Изамб. Т. Çанкаран тапмалла выляр! Давай играть в щелчки. Ib. Хурипе хурине, шуррипе шуррине тапаççĕ (в игре). Ib. Кам кама миçе шакă ытлашши парать, ул уна çанкаран çавăн чухлĕ тапат. || Производить давление, толкать. Эпир çур. çĕршыв З4. Пăспа тапса машшин чавсисем пăрахут урапине çавăраççĕ. Кан. Итталире тинĕс хĕрринче ларакан хими савăчĕн труписем тапса çурăлса кайнă. || Набивать. Янш.-Норв. Таврашне (приданное имущество девушки) тата икĕ çӳпçе тапса (битком) тултарнă (наполнены. В др. гов. посса). || Отбивать такт (во время игры на музыке). АПП. Вăрăм чăрăш тăрринче тапса калать хут-купăс. Аскульск. † Тапарах та сикерех, уратине хуçарах; эпир тепĕре киличчен, çĕн(ĕ) урата хурайĕç. N. Тапса пырать. || Плясать с притоптыванием. Алших. † Тумĕç, терĕç, хĕр сăри, турăмăр та тапрăмăр. || Ударять. Ст. Шаймурз. Ача çĕнĕ çыннăн сăмсине пырса тапат та, çĕнĕ çыннăн сăмси шыçса кайса кăкăрне çитет. || Кидаться (в нос). N. Ăçта ан пыр, пур çĕрте те тутлă шăршă калама çук тапать. || То же о газе в шипучих напитках. Альш. Памарски квас ĕçрĕмĕр те, сăмсаран тапат. || Хлынуть, хлестать. Ёрдово. Çырма-çĕрмесенчен шыв тапса анать. Яноре. Килнĕ чухне пăр çинче туçса ӳкрĕ те, сăмсинчен юн тапма пуçларĕ. N. Йон тапать. О сохр. здор. Ăшран юн тапать. N. Паян питĕ вăйла шу тапса анчĕ. N. Йĕркесĕрсенĕн пурлăхĕ пĕр тапхăра тапса анна шыв пек пĕтсе ларать. КС. Сăмсаран юн тапать (хлыщет кровь). Тюрл. Сăмсаран юн тапнипе аптрать. Страдает кровотечением из носа. N. Хăвăн халăхна инкек-синкексенчен, хирĕç тапса килекен хумсенчен хăтар. || Разливаться, выбивать. ТММ. Çырма тапат, река разливается, выбивает. N. Вунă кун вăрçсан, шыв тапса тухрĕ. Альш. Шуртан, лачакаран тапса, яла пĕтĕмпе шыв кĕрет. Ст. Чек. Тан тапат (пăр çине шыв тапса тухат, вара хутлă-хутлă пар шăнат). N. (Шыв) пӳлĕнсе (вар. тапса) хӳме пек пулса тăнă. || В перен. см. о толпе. N. Нумай халăх пĕрле тапса килчĕ, тетĕн.

тапă

(табы̆), разлив, вода из пруда нижней мельницы. Янш.-Норв. Пĕрре эпĕ уяр кун, ирхине ирех пăшал çĕклерĕм те, кайăк кăвакал пеме тесе, Асан уйăнчи Михалька арман пĕви таппине кайрăм. Слеп. Таппи — шу вĕçĕ, шу таппи, арман пĕви таппи. N. Çавала Атăл таппи хăпарнă. N. Арман таппи çитсе печĕ. N. Атăл таппи килиман пулмалла, атту вăл тата тулаканччĕ. ЙФН. † Улта чуллă арман ма сикет?

тапăн

(табы̆н), приставать, наседать. Сятра. Кĕсруна паратни, мăкăрна паратни? тесе тапăнат, тет, хоçине. Шурăм-п. Çимен амăшне: хăçан çиме лармалла, тесе, тапăна пуçларĕ. Шибач. Она тапăнчĕç çак картла выллякан хоçасам (хозяева): вот, тет, йомах каласа кăтарт, теççе. КС. Укçа тĕлĕшĕнчен эпĕ санах тапăнас тетĕп. Насчет денег я хочу обратиться к тебе же. N. Çынна тапăнат хытă (пристает). N. Эсĕ мана ма хытă тапăнатăн. Çĕнтерчĕ 36. Йăтă тапăнса (ожесточенно) вĕрни илтĕнет. || Напасть. Сĕт-к. Мана тапăнчĕç. На меня напали (пристали ко мне с предложением). Янтик. Ĕнер каç Ентюк пиччене вăрăсем тапăннă, тет, анчах тусур (ночной караульщик) хуçисене тăратнă та, вăрăсене хăваласа янă. Пшкрт: соҕа патн’а (кайсассăн), утн’а шы̆на таβы̆нза. Бел. Вăрă-хурахсем тапăннă çын пирĕн ялти Левруш пиччех пулнă. Кан. Калчасене хурт тапăннипе тапăнманнине асăрхамалли. || Цив. Каç, Качака Илюкĕ Илюк маткине тапăннă, тет: анчах ачисем кăшкăрма пуçласан, тухса тарчĕ, тет. Ст. Чек. Аптранă кăвакал амăшне тапăннă. См. аптăра. Трхбл. Ун арăмне вăрманта теçетник (лесник) тапăннă (напал с целью изнасиловать), тет. || Наступать. Истор. Урал тăвĕ урлă каçса Çипир (Çĕпĕр) çĕрне кĕрсенех, тутарсем Ермака тапăна пуçланă. || Пытаться, пробовать, приниматься, браться. Сред. Юм. Мĕн пôлать, тапăнса пăхар-ха. Пуяс тăк та, çакăнпа пуйăпăр ĕнтĕ, пĕтсен те, çакăнпа пĕтĕпĕр. (Предлагает решиться на большое дело). N. Çав вăхăтра шывран пĕр пулă тухнă та, ăна çăтса яма тапăннă (вознамеридась проглотить его). Истор. Вырăссем вĕсен Измаил ятлă креппăçне икĕ хутчен илме тапăннă, анчах ниепле те илеймен. Сред. Юм. Тапăнса пăх-ха (попробуй-ка), çĕклейретне, çĕклеймесне (поднимешь или нет)? Ст. Ганьк. Пуртăр витмест, хурçăр витмест, мĕшĕн тапăнатăр юмана (= мĕн пикенетĕр юмана касма)? || Покушаться. Изамб. Т. Пĕрре кĕркунне вăрăсем пирĕн сурăх картине кĕме тапăннă. Ib. Тула чупса тухма тапăнатчĕ. || Приниматься, браться (за что). N. Усал ĕç тума тапăнни. Трхбл. Вĕсем ĕçке тапăннă халь. Они теперь заняты пированием. ЧС. Мĕн тăвас, аптранă енне вара эпĕ киремете тапăнаттăм укçа шырама. Собр. Вăй çитменнине ан тапăн, теççĕ. Не берись за непосильное дело. (Послов.). Изамб. Т. Вăрăсем кĕлет çăраççине çĕмĕрме тапăннă та, çĕмĕреймен. || Начинать. Сред. Юм. Вилме тапăнсан илсе килчĕç. Привезли, когда он уже был при смерти. N. Ашшĕне тархаслама тапăнать. || Собраться (сделать чта либо). Чăв. й. пур. Çуркунне, урам хушши хуралсан, армана кайма тапăннă (собрался ехать). Ib. Алă пусакансене ирĕксĕр хăратса, хĕнеме тапăнса пустарттарнă (заставили расписаться, приложить руку). || Вымогать. Ала 9°. Лешĕ ватă хуçа çапах та арăма ирĕк-сĕрех тапăна пуçланă, тет,

тапăр

(табы̆р), место для водопоя стада на речке. СПВВ. Кĕтӳ тапăра аннă. СПВВ. МС. Ку выльăхсам пăхакан ырă мар, выльăхсене тапăртах хуплать. КС. Тапăр тăратнă вырăнта (где скотину загоняют на водопой в полдень) тырă лайăх пулать. Изамб. Т. Кăнтăрла çитерехпе выльăхсене шыв ĕçме тапăра антараççĕ (загоняют поить). Ib. Тапăр (или: тапăр вырăнĕ), место, куда загоняют скотину поить и отдыхать. Н. Карм. Тапăр — кĕтĕве кăнтăрла вырттаракан çĕр. Баран. 6. Тăн-кăнтăрла тĕлĕнче, шăхличине кăшкăртса, хуçа хупмасть тапăра. N. Вăл вырăна пирĕн тапăр вырăнĕ теççĕ. Çак тапăра çитсессĕн, пирĕн хăшĕ-хăшĕ çур çавала çитичченех кĕрсе тăчĕç. || Табун, стадо. ППТ. Кăнтăрлаччен, пуху тăваççĕ те аслăрах çынсем, тапăр ансан (когда стада спуститься на водопой), выльăхсене тапăртан кайса тытса килеççĕ. ТХКА 42. Лашасем, ĕнесем каçпа тапăра тухнă. Эпĕ хамăр тьыхана йĕвен тăхăнтарса утлантăм. || N. Тапăр, то же, что стольне.

тапран

(-ран), двинуться, сдвинуться, тронуться. Маштануши. Козловкăран кăшт тапранса карăмăр анчах (отошли), пирĕн проххота тепĕр проххот пырса çапрĕ те, ватса пăрахрĕ. N. Анса çитеспе темĕскертен хăрарĕ те, темскер пек тапранса кайрĕ. Сĕт-к. Эпĕр ана çинчен тапраннă чох хĕвел чыллай çӳлтеччĕ. Альш. Çынсем тин тапрана-тапрана тухаççĕ-ха: кăшкăраççĕ, шатăртатаççĕ, пĕр-пĕрне вăратаççĕ. Ст. Чек. Пăр тапраннă. Лед тронулся. Ала 86°. Хай çын пĕр хырне ярса тытрĕ, тет те, тăпăлтарса кăларчĕ, тет; унпа пĕрле çур хула тапранса тухрĕ, тет (т. е. он выворотил вместе с сосною полгорода). Хорачка. Атăл тапранса карĕ, пăр йокса карĕ (тронулся). N. Эпĕ темĕн чухлĕ тапранимасăр выртрăм (лежал, не будучи в состоянии двигаться). Чăв. й. пур. 10. Лаши вара тапраннă-кайнă (повезла, сдвинула воз). Орау. Ирех лаша кӳлсе тăратнă паян, нимпе те пуçтарнса тапранса каяймаççĕ. Собр. Çил вĕрмесĕр йăвăçсем тапранмаççĕ. (Послов.). || Начать выпадать, вылезать (о волосах). Пиçенер. † Сар ока пак (золотистые) çӳçĕмччĕ. Çорхи çилпе тапранчĕ, кĕрхи çилпе тăкăнчĕ. || Сильно надорваться (напр., о пояснице), повредиться. Орау. Пилĕк тапранчĕ. Надорвал поясницу. N. Çанта çухра (çывăхра) снарат çорăлса (ă)шчикă тапранчĕ. Бугурусл. Вăл пĕр мăйăра катакан асав шăлĕ тапранĕ (стронется с места, повредится). N. Пĕтĕм шăм-шак тапранчĕ (стали ныть). N. Çан чух питĕ хытă хăрарăм, чĕре тапранчĕ, хăракан пултăм. N. Чон тапранчĕ манăн. N. Ăшчик тапранчĕ (От страха). || О пульсе. Собр. Ал тымари тапрансан, çын вилет, теççĕ. || Собраться. Торп-к. Ирхине, ăстасем Хум-пуç петне тапрансассăн (пошли, собрались), йытă çӳри вăрттăн амăшне хулхаран калать, тет. Коракыш. Вара çавсем (они) каяла килме тапрансан, çав çăкăр тĕпренчĕккисене йăлт кайăксем çисе пĕтернĕ, тет. Толст. Çумăр тапранат. Собирается дождь. N. Çĕрле аслатиллĕ çумăр тапранать. Ст. Яха-к. Вĕсем пирĕн пата анчах килес тесе тапраннăччĕ (собрались было), Елексантăр пичи пычĕ те, хăй патне илчĕ-кайрĕ. Шибач. Хай арăм тапранчĕ кайма, шорă кĕпесем тăхăнчĕ, çӳхӳ пĕçерчĕ пĕр такмак, сăра ăсрĕ пĕр витре. Хорачка. Хола (= холая) кайма тапранса. N. Унтан эпĕ тапрантăм шкула кайма. Чураль-к. † Ах, кинçĕм Пăраски, час тапранса часах туя; час тапранса тохмасан, хăван таврашпе тухмасть, тет. См. тавраш. N. Кайма тапрантăмăр (собрались). |! Зашевелиться. Тип-Сирма. Ылтăн хăма уçăлĕ, хурт-кăпшанкă тапранĕ. (Тул çутăлни). || Начинаться, произойти. Панклеи. Киремет мĕле-мĕле (= мĕнле-мĕнле) тапранса кайни халап пор (существует предание). N. Ку вăрçă стан тапранса тохнă-ши! N. Вăрçă тапранчĕ. Сред. Юм. Ыран хĕр-туй тапранать. Завтра начинается свадьба. Ядр. Вăл сĕрен мункун ыран пулать тен чух тапранать. N. Хĕл иртсен, çуркунне тапранса каять. Альш. Çав кунсенчех тапранчĕç çилсем — япаласене кӳртрĕмĕр, лăпланас енне кайсан. || Приняться. Юрк. Вăл япаласене ĕлĕкрех çырма тапраннăччĕ те, вахăт çук пирки çак кунсенче тин ĕçлеме тытăнтăм. Т. IV. Шăши курсан, тума тапраннă ĕç малалла пымасть. Paas. Тапранчĕ макăрма. || Подняться (о ветре). Панклеи. Çил темскер пек тапранса тоххĕр. Поднялся сильнейший ветер. || N. Шыв тапранса анать. N. Шыв тапрансан яраяс çук. || Excitari. Тюрл. Манăн тапранать (mentula aut cunnus). Янтик. Чĕлĕм туртсан тапранать (mentulа), вуник кунсăр чарăнмасть.

тапрат

(-рат), сдвинуть, стронуть с места, шевелить. N. Вырăнтан та тапратмалла мар. С места не сдвинешь. Г. А. Отрыв. Шалт тăрмашаççĕ —тапратса яраймаççĕ урапана. N. Улпут ывăлĕсем тем чухлĕ хăтлансассăн та, чула вырăнĕнчен тапратаймарĕç (не стронули), тет. Чотай. † Кçал та пира çын çини ик пар лаша тапратас çок. || В перен. см. Бр. и. водку 5. Орау. Ăна вырăнтан алхапăлтах тапратаймăн. Его ничем не развеселишь. || Начать. ГТТ. Эпĕ тапратса анчах паратăп (кладу начало), çырмалли маяк, çул анчах кăтартса паратăп. В. С. Разум. КЧП. Тапратнă ĕçе туса пĕтер. N. Ахаль калаçса ларнă хушăра чуна çăласси çинчен те тапратса калаçатăп (завожу разговор). Кан. Ĕçкĕ тапратса ярса, пĕр чарăнмасăр талăкĕпех ĕçнĕ. Регули 566. Ыран ĕçлеме тапратăпăр (поçлăпăр). ЧС. Сак çине ларса калаçма тапраттăрĕç. N. (Ачасем) пĕр-пĕринпеле шывпа сирпĕтмелле выляма тапратрĕç. || Упоминать, вспоминать (в разговоре). N. Сана тапратсан, питĕ макăрать. N. Кам мана тапратса сăмахлат, çавсене пурне те салам калăр. Юрк. Кĕсĕм килне таврăнсан, укçа пирки калаçнине пĕрте тапратса калаçмаççĕ те (не заводили речи)… || Беспокоить. Вир-ял. † Пирĕн пек çамрăк ачасене çын тапратман кун иртмес. (Можно понять и в предыд. знач.). N. Чĕрене тапратакан сăмах, „убийственные речи“. || Побудить кого к чему (научить). В. Олг. Коракыш. Патша арăмĕ чĕлхеç пулнă, Ивана арăмĕ çинчен мантарнă та, хăйпе пĕрле венчете кайма тапратнă. || Тревожить, повредить (напр. поясницу, кору дерева). || Возбуждать. ГТТ. Шухăша тапратать. Поднимает вереницу мыслей. Возбуждает (чипер арăмпа калаçсан). N. Сиввĕн-сиввĕн çил вĕрни, лапка-лапка юр çăвни, çынсен чунне тапратать, хĕлле çине пăхтарать. || Встревожить, всполошить. Paas. Шик шăхăртăм, йăттăне тапратрăм. ГТТ. Чĕрене тапратать. Хватает за сердце (песня). Вредит сердцу (вызывает ненормальные явления в сердце). || Вымнеть. Ст. Чек. Ĕне тапратат (за З недели до отела). Признаки: вымя увеличивается, перестает доить, çинтĕр ярат). N. Ĕнисем вĕсен тапратаççĕ те, пăруласа параççĕ. N. Тапратат (или: таппăратат, о корове). Юрк. Ырхан ĕне аван тапратса тултарса, аван пăру туса парса, аван та нумай сĕт парас-и (может ли дать)? КС. Ĕнисем (упомянутые коровы), самай тапратнă чух мăнтăрскерсемех, сасартăк тăрайми пулчĕç. Альш. Ĕне тапратса тултарнă (завымнела, скоро отелится). Ib. Вăл тапратса тултарнă, час пăрулĕ. N. Тата пĕр путек пулнă. Тăватă сурăх тапратса тултарнă. N. Ĕне час пăруламалла-и? тапратат-и вăл? N. Сорăхсам пранламан, тапратаççĕ. См. тăпăрăслă. N. Ĕне пăрулас патнех çитет, тапратнă сĕт полать. || В шутку о женщ. Сред. Юм. Тапратса толтарнă ĕнтĕ, халех пăрулать (матка, т. е. жена).

тапру

хорошо (от русск. добро). Ст. Чек. Пике амăшин сурчăкĕ: тапру, тапру (добро, добро), хăрхăн! тет. N. Эпĕ тара пама çырса ятăм анисене, вăл хăй юмаххипе: çап-çара акап, тит, ну тапру хуть эпĕ вăл тыра-пула тавăрăнса çияс çук та, çавах хăш чух аса килет.

таптат

понуд. ф. от гл. тапта; задавить. К.-Кушки. † Эпĕ пыраттăм урампа; хранцус явлăк таптатса (так что лошадь ступала по платкам их топтала). Чăв. й. пур. 21. Пĕр вăхăтра мункунта ултă лаша кӳлсе урам тăрăх çӳренĕ чух пĕр ачана таптатнă (задавил). N. Таптатсах пырат хыçран. Едет сзади так, что почти наступает на передних; может быть, и гонит лошадь.

таптаттар

вдвойне понуд. ф. от гл. тапта. Сред. Юм. Пирн анана кĕтӳçсĕм кĕтӳç таптаттарнă (пустили туда стадо, и оно вытоптало хлеб). N. Таптаттарсах пырать. Едет сзади очень близко, так что лошадь почти наступает на сани, едущие впереди. N. Эпĕ: вăл пире таптаттарса каять, тесе, питĕ хăраса ӳкрĕм.

тар

(тар), fugere, бежать. Н. Шинкусы. Ачи çăкăра илчĕ те, тара пачĕ. N. Школа çитсен, эпĕ кĕртĕм те, алăк патне тартăм (убежал к двери). Сред. Юм. Çавăн сăмаххипе тартăр (убегли), кона пĕлнĕ полсан эп вырнтан та тапранмастăмччĕ. Ib. Ôн çине пăхсан, хăраса тармалла (т. е. убежишь со страха. Пит илемсĕр çынна çапла калаççĕ, т. е. так говорят про безрбразного человека). Ала 6°. Тарса, тарса пырать те, тарсан-тарсан, çитрĕ, тет, пĕр тимĕрç лаççи патне (добежал до какой-то кузницы). N. Çул çинче пĕр çын килнине куртăм та, вăрмана тарса кĕрсе карăм. Якейк. Тарăçин (тарĕçин) тарĕç. Если хотят, пусть убегают. В. С. Разум. КЧП. Эпĕ хăранипе киле тара пуçларăм (побежал), вăл хыççăн хăвалать (гонится за мной). БАБ. Эпĕ вăл ачасем тарăхĕнчен (с досады на ребят) ĕнтĕ таçта тарасса çитнĕ (готова убежать невесть куда). N. Таракан ĕнене (корову, которая убегает из стада) уртмах çакса яраççĕ. N. Çул çинчисем киле тара-тара кĕрсе курчĕç. Те, которые были в пути, забегали украдкой к себе домой, повидаться. N. Тарса тухрăмăр, мы бежали (из этого места). || Об озерах, которые, по поверью, могут переходить на другое место. Сорм-Вар. Ĕлĕк онта (на месте болота Тĕрне шор, около дер. Сорм-Вар, Алик. р.) кӳлĕ полнă, тит; халь вăл хамăртан вонă çохрăма тарнă. Çак япала тарнă чох, пĕтĕм ойсене полăсем тăкăнса йолнă, тит. || О воде. Кан. Шыв аяла тарнă (ушла глубоко вниз).

тарса кил

убегать (сюда), прибежать. Ивановка. Анне калать: эсĕ çурçĕр тĕлĕнче тарса килтĕн, тет. Ала 55°. Эпĕ хам тарса килнĕ çул çине (на дорогу) пăхрăм та, куртăм...

тара пар

отдавать в аренду. N. Ана тара паратпăр. N. Çак анана эпĕ Михаляна тара патăм. N. Халĕ патшалăха тытса тăрса вĕсем тара панă укçине анчах илсе тăраççĕ.

таранччен

до, на протяжение. N. Унтан çĕлен вăрман çинелле вĕчĕ (= вĕрчĕ), тет те, вăрмана вуникĕ çухрăм таранччен тусан пек вĕçтерсе ячĕ, тет. Истор. Хирте пĕр вунă çухрăм таранччен çын вилли саланса выртнă. Альш. Пĕр çич-сакăр çухрăм пек таранччен. || Во времениом значении. N. Тислĕке пĕччен пĕр икĕ эрнеччен турттарнинче, унтан 4—5 кун таранччен сухаланинче нимĕн усси те çук. || При счислении вещественных предметов. N. Хăшин-хăшин тăват-пилĕк ама таранччен лартаççĕ (сажают на яйца, наседок до пяти). Баран. 36. Иван, пӳрчĕ шăрпăкĕ таранччен çунса каять. Алекс. Невск. Ватти-вĕтти таранччен. Тораево. Пирĕн пилĕк çулхи таранччен сĕлĕ пур-и. N. Сысна çури тата виçе таранччен тупаймасан, амине хăварсан питĕ лайăх пулĕччĕ. || В предложениях-именах. Н. Шинкусы. Вăл татах нумай кĕл-тăват та, анчах эпĕ пурне те тĕпĕ-йĕрĕпех пĕлсе çитерейместĕп. Хам мĕн пĕлнĕ таранччен (насколько я знаю) анчах каласа кăтартатăп. Истор. Тутарсем патне тухса, хăйсем пĕр çын юлми таранччен (до тех пор, пока не осталось ни одного человека) тутарсемпе вăрçнă. N. Санăн ырăлăху та виçме çук таранччен (безмерно) нумай. || Даже. Юрк. Хĕрĕ енчен парнесем: тутăр, сурпан, кĕпе-йĕм, выльăх таврашĕсенчен — лаша, ĕне, сурăхсем, хур-кăвакалсем, чăх-чĕпĕсем таран(ч)ченех параççĕ. N. Пурне те кĕреçе таранччен пачĕç. Дали все, даже лопаты?

тараса

(тараза), весы (так в многих верховых и переходных гов.; см. кăрамис, виçе, весси). Ст. Чек. Кăрамисе тараса теççĕ. N. Паян эпĕ тараса çинче виçĕнтĕм (весился, взвесился). Орау. Ку хуçан (у этого купца) тараси йăвăр (мошеннические весы, тяжелые), тырă нуммай тухмарĕ (при ссыпке). Бел. Гора. † Тарасапа таяççĕ (мед), ушатпала тeлтаççĕ, сар алтăрпа сĕнеççĕ. || Оцеп, очеп, журавль, журавец. СПВВ. ТМ. Пус юпи çине пысăк вĕрлĕк хураççĕ, çавна тарас.а теççĕ. СПВВ. ЕХ. Тараса — пус юпи çине, шыв кăлармашкăн (так!), урлă пĕр пысăк вĕрлĕх хураççĕ. || Колодец. N. Пусса (тарасана) пĕр-пĕр таса мар япала кайсассăн кĕл-тăвас йĕрке. N. Тараси çула çăмăрпа куçса кайнă. Сред. Юм. Тараса пыри (= пури, „сруб“) çĕрсе пĕтнĕ пôлас пирĕн, çĕнĕрен (заново) пыра ямалла полать поль. Кан. Тараса пурине виçĕ чалăш пуранă, унтан шывĕ, витрене кăларнă чухне, вăлашка çине тăкăнса-юхса тухмалла тунă. N. Ачасене тарасаран шыв кӳртерсе ан асаплăр. ЧС. Арăм, вăл вĕлернине никам та ан пĕлтĕр тесе, тарасана кайса янă (девушку).

тарăх

(тары̆х), досадовать, сердиться, возмущаться. N. Темĕн пек (весьма): вĕреннĕ çак усала, тесе тарăхать, анчах туртма (табак) пăрахаймасть. Çĕнтерчĕ 48. Хăш чух эпĕ: мĕншĕн эпир пуян пулнă-ши? тесе, темĕн чул та тарăхатăп. || Чăв. й. пур. 28. Якку вара кайран пит тарăхса йĕнĕ. Яккăва çапла тарăхтараççĕ. Çылăха та, намăса та пĕлмеççĕ. Ib. Ашшĕ вара нимĕн тума та аптранă. Вара пит тарăха-тарăха йĕретчĕ. || О надоедливом человеке. Изамб. Т. Эпĕ кинтен тарăхап. Мне сноха надоедает. || Сердиться, возмущаться. СЧЧ. Пичче (брат) кулнипе Лукка пичче (дядя Лука) пĕтĕмпе тарăхса çитрĕ (осерчал), тет. N. Темшĕн ямаççĕ (письма), питĕ тарăхатăп. N. Хресченсем тавар илеймесĕр шалт тарăхса пĕтеççĕ. Орау. Ах, тархас килет-çке ман (сержусь, меня зло берет). || С послелогом „çи“: сердиться на кого. Панклеи. Йăван патша хĕрĕ çине тарăххĕр (разсердился). Ст. Чек. † Уччаскана кайса, эп çул турăм, аслă çулсем çине, ай, тарăхса; ял-ял урлă кайса, эп тус турăм, ялти хĕрсем çине, ай, тарăхса. || Жаловаться, негодовать, N. Хĕрсем çинчен тарăхса çыру янă (написали, жалуясь). || С тв. пад. БАБ. Тытăнат вара (тут) ачисемпе тарăхма (жаловаться, негодовать). || Выходить из себя. В. Олг. † Перĕн кинеми сак шăлат. Чонтан посса шăлсассăн, сак хăми те авăнат. Чон тарăхса çитсессĕн, сана та (новобрачную) полин ави-ха (поколотит тебя). || Терпеть горести. N. Тепĕри хăй ĕмĕрĕнче пĕр ырă курмасăр тарăхса вилет. N. Мана аттепе анне тарăхма анчах çуратса янă. || Раскаиваться. Орау. Ӳлĕмрен нумай тарăхăн та-ха, халĕ тулĕк ман сăмаха итлеместĕн. || Мучиться. Чăв. й. пур. 15. Леш çынсем каланă: калăпăр, калăпăр; эпир унпа тарăхнă ĕнтĕ, тенĕ. N. Тĕлĕкпе тарăхан. ЧС. Çавăнтан (от того, что умирают лошади) тарăхса ĕнтĕ пĕр лашана пĕлекен çынтан (у знакомогр человека), куккасенченех, илчĕç. Орау. Паян лашана Салапайра (местность) тарăхса шыраса çӳретĕп, а вăл килсе выртнă та, выртать. Ib. Паян ку суха-пуçпе пĕтĕмпе тарăхса пĕтрĕм (замучился), пĕртте путлĕ пымаçть, урăх ларттарас пулĕ, тем, кумпа ака пĕтереймăп. N. Пирĕн ял, çăва тухсан, çавăн пирки (из-за опойцы) çумăрсăр тарăхат. („Питĕркке шăтăкĕ“). N. Чирпе тарăхса порнаççĕ. Ст. Чек. Тарăхаттăм-çке унпа пурăннă чухне! „Живя с ним, я не видала светлого дня“. N. Вăл ыттисем пек вырăн тупаймасăр тарăхса çӳремест. ЧС. Вăл хĕр тарăхнипе тарасана сикмен-ши? Хурамал. Вара кушакки выçă тарăхнă та, хăй хӳринчен пĕр алтăр çакнă та, пĕр çулпа тухса кайнă. || С исх. пад. Истор. Вырăссем тутарсенчен пит тарăхса пурăннă. || Испытывать крайнюю нужду. Ст. Чек. Çукран тарăхап. Испытываю крайнюю нужду во всем. || Заботиться. N. Тимĕрĕç те çавăн пек сунтал кутĕнче тимĕртен пĕр-пĕр япала тăвасси çинче тарăхса ларать. N. Паразитла пурăнакан чунлă япаласем тарăхса ĕçлесе пурăнмаççĕ. || Усердствовать, стараться изо всех сил. N. Аптăранăран, тарăхса (= тăрăшса), сана парне паратпăр (аптăранăран сана парне паратпăр). Орау. Лаши тарăхса туртать, çапах та вырăнтан та тапратимаçть, аллă пăт пулĕ унта, таçта кайма тиянă. Ухмах, вăрманта пĕр йăвăç та хăварасшăн мар курăнать, вăрманти йăвăçа пĕтереймăн унта. Чăв. й. пур. 31. Акă! кам-шăн тарăхса ĕçленĕ ĕнтĕ вăл? Вăл мула, хăй чунне хĕрхенмесĕр, камшăн пухнă ĕнтĕ вăл? Ib. 17. Вăл вара татах юлташĕсене шырама тухса кайнă, татах темĕн пек тарăхса шыраса çӳресе те тупайман. || Всячески добиваться, биться, стараться, лезть из кожи. Орау. Тем тăвать ку унта, тарăхса калаçса ларать (принимая близко к сердцу, желая добиться, выходя из себя). Альш. Малтан вăл териех тарăхса вĕрмес, тет. Виççĕмĕшĕнче-тăваттăмĕшĕнче питĕ хытă тытăнса вĕрчĕ, тет (отчитывала от „ие“). Конст. чăв. Эпĕ ку таранччен тарăха-тарăха шыраман та пулăттăм та, манăн кунта тăван кукка пурăнать. Орау. Тарăхса çын хутне кĕрсе калаçса тăрать ку Кĕркури; тем кирлĕ, хăй хутне такăш кĕрес (а кто за него самого вступится)? || Выходить из себя, уверяя... Чăв. й. пур. 27. Вăл: ĕçместĕп (водки), тесе, пит тарăхнă, çапах хăратса: ĕçмесен, пăрахмастпăр (не отстанем), тесе, ирĕксĕрех ĕçтернĕ. Ib. 6. Вăсем малтан Ваçка сăмахĕпе тунма (отпереться, negare) хăтланнă, тырра илекен вара пит тарăхса каланă: вăсем те пурччĕ, тесе. Унтан вара вăсене хĕсе пуçланă. Хĕсе-хĕсе вара вăсем те каланă (признались): пурччĕ çав (мы были там), тенĕ. Ib. Пăртак йĕркене пĕлекен çын темĕн пек тарăхса каласан та, ăна пĕртте ĕненмеççĕ.

тарăхтар

понуд. ф. от гл. тарăх. Кан. Кăна та мана кирлĕ таварсемех тарăхтарнă-мĕн. N. Вăл тарăхтарса пурăнсан та, ăна асла хураççĕ. Юрк. Ху ĕçнипе çемйӳне те тарăхтаратăн пулĕ. Ib. Авă çавă ача-пăчасемпе арăм пирки кăна мана тарăхтарат та, вăсем пулмасан эпĕ тен сыпса та пăхмăттăм. Пĕччен пурăнма шуть те кăна. N. Те эсĕ тата ĕлĕкхи пек мана кĕттерсе тарăхтарасшăн-и? Изамб. Т. Куçарасса нимĕн те куçарман, анчах Чĕмпĕр çулĕ тарăхтарчĕ. || Надоедать. Изамб. Т. Эс ул япалана ыйта-ыйта йăлт тарăхтартăн ĕнтĕ мана. N. Вăл ăна хăй хыççăн çӳретсе йăлт тарăхтарса пĕтерет.

тарăх

(тары̆х), мученье. || Горестное, тяжелое положение. Ст. Чек. Çак тарăхранах таçта кайса кĕрĕттĕм. Чăв. й. пур. Çав тарăхпа вăл шыва кайса вилме тапăннă (решил утопиться). || БАБ. Çавсем тарăхĕнчен (т. е. от назойливых указаний деревенских, не советовавших оставлять ребенка в больнице) вăхăтсăрах илсе таврăнтăмăр, тет. Ib. Эпĕ вăл ачасем тарăхĕнчен ĕнтĕ таçта тарăхса çитнĕ [измаялась я с этими (моими) ребятишками?].

тарт

подр. звуку треснувшего в огне яйца. N. Сĕлле тития патăм, тити мана патте пачĕ. Эпĕ ăна вута хутăм. Тарт! турĕ, шарт! турĕ, кăмака айне кĕрех кайрĕ, Куçма пичче тара пачĕ! || Подр. крику дергача (коростеля). Н. Седяк. Карăш месерле выртса урисемпе тапса авăтать, тет, тарт! тарт! || Y., quae crepitum ventris imitatur. N. Тарт тутарчĕ (pepedit).

тархасшăн

тархасшĕн, тархашшăн, тархашшĕн, пожалуйста, ради бога, Хурамал. Тархасшăн ярăр мана, малашне килмĕп. Н. Карм. Тархасшăн пирĕн пата та çырăр (пишите). Баран. 28. Кала-ха, тархасшăн, епле эсĕ çак тĕрлĕ çутăлса кайрăн? тесе ыйтнă. Сред. Юм. Тархасшĕн, пожалуйста. Юрк. Мĕн илтнине мана та, тархашшăн, систерсем (уведомь). Бес. чув. 9. Эпĕ: тархашшăн, темесен те, парăп, анчах кунта çук халĕ, укçа килте.

таса

(таза), чистый, опрятный. Этем йăх. еп. пуç. кай. 38. Пичĕ, ал-лаппи, ура-лаппи таса, çăмсăр. || Чисто, опрятно. Качал. Кам таса пурăнать, вăл чире те пĕлмеçт, теççĕ. Сборн. По мед. Ăна таса тытсан, йĕркелĕ эмеллесен, вăл час ӳт илет. || Здоровый. Ала 99. Хăва ĕлĕк таса чохне шăрçа пит йорататьчĕ. Н. Карм. Эпĕ халĕ таса, сывă пурăнатăп. (Письмо). N. Аçусам-апусам веçех таса (здоровы). Капк. Таса çыннах ĕçлĕ çынна кĕртес теттĕр-и? N. Эпĕ халь таса мар вуртатăп (болен). Актай. Çак çынăн арăмĕ юрайла(?) таса мар пулнă пак йăнăшса выртнă, тет. Ib. Ăста каян, старик? тет карчăк? — Арăм таса мар пулчĕ те (нездорова), юмăçа каятăп, тет. Юрк. Пăсăлнă куçа шăлнă алă-шăллипе таса куçлă çын шăлсан, унăн та куçĕ пăсăлат. Изамб. Т. Хĕлле ури тап-таса та юн пек хĕрлĕ пулат. О сохр. здор. Вăл лĕкĕ пек шатрасем тепĕр çын пуçĕ çине ларсан, унăн пуçĕ тасах мар пулсан, унăн та çавăн пекех кукшана ерет вара. || Robustus. Кн. для чт. 62. Çĕнĕрен килнĕ ристансенчен пĕри çӳлĕ те тасаскер пулнă. Алших. † Пирĕн пек таса ачасем сайра амаран çуралат. Айдар. † Таса тантăш (çавă) пур. Ядр. † Çак хăтанăн хĕр таса; хĕр таса, çурт таса, тепĕр хĕрне парать-ши. Орау. Мĕн тĕрлĕ таса ачасам юлса пычĕç... пирĕн карĕ! || Невинный. N. Ырă çын лайăх тесе, пит ан калаç, таса чуну çинчен ят ярĕ. || Настоящий. N. Таса тискер-кайăк. Шурăм-п. Тепĕр таса хăлинĕ лешсем кайнине сыхласа пура хыçăнчех чĕтресе пăхкаласа ларнă мĕн. || Святой. М. В. Васильев. Таса мăн турă пуринчен асли (1-го разряда). Т. VI. ЗЗ. Таса турă, учук тăватпăр авалхи йăлапа. Туррăм, ан пăрах, çырлах. (Учук кĕлли). Ib. VI, ЗЗ. Таса учук çырлахтăр. (Моленье). N. Эсĕ чĕрĕлĕх çăкăри, тасасене кăларакан, ырăлăх паракан. Полтава 26. Уншăн таса япала (святыня) ку таранччен пурнăçра çут-тĕнчере çуралман. || Прочный. N. Пуканĕсем пурте таса. || Ясный. Полтава 24. Çынсем ăсне витĕрех, таса куçпа курнă пек, тĕппе-йĕрпе вăл курать. Шурăм-п. Таса, уяр, тӳлек кун. Ск. и пред. чув. 99. Таса çутă тĕнчерен ылхан анчах илтнĕскер. || Здорово. N. Санăн ачусам таса пурăнаççĕ (здоровы). N. Вăрçă таса пырат. || Ясно, чисто, хорошо. N. Вĕсем ĕç тăвас вырăнне нумайрах вăрлама тăрăшаççĕ, мĕшĕн тесен вĕсем, пуйсан, хăйсем мухтава тухассине таса пĕлсе тăраççĕ. || Правильно (произносить). Юрк. Çав сăмаха çапла, тутар пек, таса (чисто, правильно) каласан, эпир сана ретсĕр (вне очереди) çаккăн хыçĕнченех авăрттарăпăр (позволим молоть). || Точь-в-точь, совершенно. Регули 1420. Таса (пĕтĕмпех) ашшĕ пек тунă. || Чистота. N. Тасара пурăнма аван: тасапа таса мар танлаштараймăн. N. Эпĕ тасана юрататăп, тасанăн усси пур? Янорс. Мана аттесем калатьчĕç: тасара лайăх пăхса осранă, тетчĕç. N. Учитĕлсем тасашăн пит хытă çине тăрса тăрăшнă. || Здоровье. N. Кĕрконне корма (повидаться) пыратăп, хам таса пулсан. || Беловик. Слакбаш. Таса çине куçарса çырнă. Переписал набело. || Невинность. Орау. Епле айăплă пулсан та, тасана тухать ĕнтĕ вăл мур, айăпа юлмасть. || В чувашизмах. Сред. Юм. Тасинчен маси = порринчен çôкки (лучше не иметь, чем иметь?). Турх. Сана лашасăр пурăнни — таси. Тебе лучше всего жить без лошади. N. Таси паха „скатертью дорога“.

тасамарлан

стать нечистым. N. Çав каçхине вилĕ пытарса тавăрăнсан, эпĕ, тасамарланнăскер, кил-карти тулашне хӳме çумне çывăрма выртрăм.

таçта

(тас’та), неизвестно куда, неизвестно где. Орау. Ан чупăр; таçта кайса перĕнĕр! Ib. Вырсарни кун таçта ан кайăр-ха. || Чрезвычайно далеко. N. Хам çуттăма эпĕ таçта çитех инçе ярăп. N. Хресченсем ăна итлесе тăватă ялпа вунпилĕк пĕве туса хучĕç. Пĕвисем çыранран таçта çӳлте, тата, пĕр пилĕк хăлаç сарлахăш хăш çĕрте. Ib. Эп кайсан, ĕнтĕ таçта кайса çӳреместĕп. Если я пойду, то теперь не буду шляться невесть где (т. е. скоро вернусь). Ib. Таçтах çитрĕ пуль ĕнт, халччен. Он теперь, поди уж, не знаю куда укатил. || Гораздо. N. Çапла тунипе ниме (помочь) хакла ларать (обходится дорого), нимепе туна ĕç тытса тутарнинчен таçта хакла ӳкет (гораздо дороже работы наемных рабочих). Кан. Çав çĕнĕрен шутласа кăларнă машинă ĕлĕкхи машинăсенчен таçта иртерсе ярать. || Пожалуй. П. Патт. 8. Каçа хирĕç, кам пĕлет, таçта кашкăр та персе çитĕ (пожалуй, явится). Чăрс. 24. Асту, эсĕ кĕçех улпута тухса кайăн таçта (пожалуй). Капк. Ухмах! Шыв сивĕ... йĕпе... таçта, шăнса кайăн, тет Якку. || Употребл. в чувашизмах. Орау. Кĕркурия кĕрĕк çĕлетмесен те юрĕ-ха, таçтах каймалла мар (ему не бог весть куда итти), килте çӳремеллĕх сăхмань пур (а для дома у него есть кафтан). Сред. Юм. Таçта хăрăм шăтăкĕнче пôрнать. Никто не знает, где он живет (срв. Кăрăм). Ib. Хĕр-туй, тесен, эп таçта кайса кĕрĕп! (Говорит тот, кому охота погулять на свадьбе). Чăв. й. пур. 21. Çав Иван, ахаль те вĕçкĕнтерехĕскер, вара пушшех хăйне хăй таçтах кайса хунă (возгордился), темĕн тĕрлĕ аслă çын пек пулнă. Янш.-Норв. Вăл хĕре юратни ĕнтĕ таçта кайса кĕрет. Альш. Таçта кĕнекесем çинчен вулани-илтни çинчен калаçаççĕ, тĕлĕнеççĕ вара. Беседы. Хама хам таçта тем тăвăттăм! тесе, ӳпкелет хăйне. Юрк. Таçта аякран.

таçтан

(тас’тан), неизвестно откуда, откуда-то. Орау. Таçтан çавăрнса килчĕ ку усал? Не знаю, откуда заявился этот чорт! (Гов. о человеке). М.-Чолл. Сасартăк таçтан янтраса карĕ. Чăв. и. пур. 26. Уретнике курсан, таçтанах тарать (убегает, как только заметит урядника). СТИК. Таçтан çуралнă, шуйттан ачи-пăчи! (Гов. взрослый человек в сильном раздражении на маленьких). Юрк. Çăварĕнчи шăлĕсем пурийĕн те шап-шурă, таçтан аякран курăнса тăраççĕ (виднеются невесть откуда, издали). Бур. † Эпĕ ырă курмасси таçтан витĕр курăнат. Уж и сейчас отлично видно, что мне не видать добра. (Плач невесты). || Неизвестно как. Кан. Председатĕл хăй те капла хăтланать те, ĕç таçтан мала кайтăр (т. е. не может итти вперед, не может быть успешным). N. Манран ытлашки пулнă эсĕ, таçтан тупнă çилĕ.

тат

(тат), рвать, срывать, отрывать. Шурăм-п. Мăйăр хăмла пек пулать, эрнере татса пĕтет (в неделю срывается). Кильд. † Çаврăнайса-çаврăнса ут çулнă чух, татса-татса пĕрлĕхен хыпмарăм (здесь „Татса-татса“ — сорвав много раз). Трень-к. Манран ку улма-йывăçĕсене (кам) ватса, олмисене татса карĕ? тесе ыйтрĕ. Арзад. 1908, 13. Пĕчĕк Иванкка пахчаран тăхăр хăяр татса кĕрсе, йăмăкне 4 хăяр, пиччĕшне З хăяр панă. Орау. Мăк пилеч (билеты на право собирания мха) илнĕ çĕртре паян халăх пĕр-пĕрне хĕснипе (в давке) пĕрин уринчи çăпатине татса юлнă (сорвали с ноги). Пир. Ял. Упăшки вăхăтра сиссе татса антарнипе вилмелле пулман. || Разорвать. Сорм-Вар. Унччен те пулмарĕ, карчăк: урлă татса хыпам-ши, тăрăх татса хыпам-ши, тесе калама тапратрĕ, тет (т. е. разорвать ли тебя вдоль или поперек?). Б. Яныши. Хорĕ (гусь): пре татам та, пре хыпам, тет. Чураль-к. Кам-та-кам шарлать, çавна чĕпĕтсе татсах илмелле. В. Олг. Торă татса кайманскер! (Сильная брань). || Порвать. Янтик. † Туртсан тимĕр татас пек. || Перервать. N. Тупă пулькки тивсе, кĕлеткин(е) варăнчен татса пăрахрĕ. Шурăм-п. Юрлакан, ĕретри çынсен аллине татса каяс тесе, вирлĕн (стремительно) чупса пырать. || N. Татса яр, ссадить (напр., кожу). || Разрушать запруду, прорвать. N. Усалсем (черти) арман пĕвине татса яраççĕ. М. Яуши. Эпĕ пĕр армана татса ярса тăратăп, тем чул пĕвелеççĕ те, чараймаççĕ. Мижула. Пĕр урамра темиçе пĕве пĕвелеççĕ, малтанхин пĕви толсан, ярать те, кайрисен пĕвисене татса каять. || В пассивном значении. Якейк. Армансам татса кайнă. Ib. Выл çинче паян пĕр арман та йолман, тит, порте татса кайнă, тит. Коракыш. Вăл каланă тăрăх утмăл лав йĕплĕ-хулă хатĕрлесе пĕвине пĕвеленĕ те, пĕви татса кайман. || Разбередить, сорвать (напр., болячку). Сборн. по мед. Хăш чухне тата кĕсенĕсене ача хăй чавса татнăран та пулать (это происходит). || Пилить, рубить. Регули 197. Вотă татнипе выртать. Дрова лежат нарубленными. Ib. 1. Вăл вотă татма каять. Мусур. † Пирĕн йысна пуласси — авăн вутти муклашки, урайне хурса татас пек. Кан. Татман юман хăмасем. || Нарезать (салму). Ядр. † Сала-кайăк тăриччен салма татса ярсассăн, пирн варлине эс юрăн. || Рвать (шерсть). N. Кунне пĕр тенкĕ паратьчĕç мана, эпĕ çăм татнă çĕрте ĕçлеттĕм. || Ощипывать. С. Алг. Кăçалхи çул ăна (кăрккана) çапнă-антарнă, тытнă-пуснă, туртнă-татнă, каснă-вакланă, пиçнĕ-хуçнă, лармалла та çимелле иккен. (Такмак). || Дергать (конопли), драть (лен). Якейк. Кантăр татмалла полать те ĕнтĕ. Ib. Кантăр татса пĕтертĕмĕр. Изамб. Т. Йĕтĕне татсан, çапса вăррине илеççĕ. N. Кантăрсам та татрăмăр, пăрçасам та çултăмăр. Сред. Юм. Кантăр татас. (Кĕркунне ана çинчен çăлассине калаççĕ). || Прерывать (сон). Орау. Ăйăх: татсан — татăлап, чăссан — чăсăлап, тесе калать, тит. Сон говорит: „Если меня перервут, я перервусь, а если растянут — растянусь“. Сред. Юм. Ыйăх татсах (лишая себя сна) ôнта кирлĕ мар япалашĕнех çӳремесен те йорĕччĕ. || Пересекать. Эпир çур. çĕршыв 15. Урамне (улицу) икĕ çĕрте урлă урамсем (переулки) татса каçаççĕ. || Переграждать. N. Манăн тĕрĕс мар çула тат. || Переходить, перебегать (дорогу). Шурăм-п. Кушак çул татсан, телей пулмасть. || Отводить, отрезать (землю). Альш. Вăл çаранне (луга) ăна вĕсем чăн лайăх тĕле суйласа татса параççĕ (в самом хорошем месте). N. Землемер (мишавай, мешевей) мĕнле татса пачĕ: пурне пĕрле-и? || Подводить, подрезывать; подкузьмить. N. Халĕ тата çак икĕ çул хушши тырă пулманни ытла та татрĕ (здорово подрезало, подвело). || Срезывать, подрезывать. Изамб. Т. Кĕпе пĕвĕ пĕтсен, пусма (ситец) татса пĕреççĕ (сборками). Ib. Ул татса пĕрнин аял хĕррине тата пусма татса пĕреççĕ (оборки). Ib. Кĕпи аркине (у чувашек) икĕ тĕлтен татса сыпаççĕ. || Покидать (надежду). N. Йывăр пирĕн иксĕмĕрĕн хуйхăмăр, юлташăм, тенĕ, çапах эсĕ ĕмĕте татса ан хуйхăр. || Разбивать (надежды). Фин. Çавăнтах: тырă пулĕ-ха ĕнтĕ, тесе, тăнă çĕртрех тăм ӳкет те, санăн пĕтĕм ĕмĕтне та(та)ть пăрахать. N. Ан кул, пит чĕрене татать. N. Ашшĕ-амăшĕ, унăн кăмăлне татас мар тесе, ăна чарса тăман, куç-çулĕпе йĕре-йĕрех хăйсен пĕртен пĕр ывăлне пилленĕ. Конст. чăв. Ку сăмахсене вĕсем мана хăратса анчах каланине эпĕ пĕлтĕм те, анчах хирĕçес мар тесе, шухăшланă шухăшăма çав тĕрлĕ татрĕç пулин те, эпĕ вăсене пĕр самах та хирĕç тавăрса каламарăм. || В дееприч. форме на „са“, „се“ иногда передается наречием: вдоволь, в изобилии. Кратк. расск. 16. Акă ĕнтĕ пĕтĕм Египет çĕрĕнче çичĕ çул тырă-пулă пит татса пулĕ (уродится в изобилии). Капк. Тырри те татсах пулмарĕ те, пĕрлешесси çинчен шарламаççĕ-ха. СПВВ. НВ. Тырă-пулă пит татса пулать (родится отлично). Аттик. Эй, Ел-кӳлли! Çĕртен те, çӳлтен те татса пар; тырă пулмасăр хăварса выçă ан вĕлерсем. (Моленье). Турх. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтне вĕсене татса парĕ-ши (совершенно полно, вдоволь). || Выплатить. Бес. на м. г. Ак сирĕн хошшăрта куланай татни те нумай мар, пурăнăç та çителĕхлĕ мар. || Отбыть обязательный срок. N. Эсĕ çӳресе татман. Ты не отслужил (не отбыл) своего срока (в пастухах). || Лишать. Магн. М. 115. Тырăран татăк ан тăрат, пураран ан тат. (Моленье). ЧС. Эй, ĕнем, ĕнемI Халиччен сĕтрен-çуран татманччĕ, çуллен пăрулаттăнччĕ. Ал. цв. 10. Эсĕ мана мĕн пур телейĕмрен татрăн ĕнтĕ! || Отказывать себе, лишать себя. N. Эсĕ у (= вăл) укçана хăвăнтан татса янă пуль (отказывая себе в самом нужном). Сред. Юм. Хамран татса патăм. И себе нужно было, но я ему дал. N. Хăна ху пиртен пулас ырăлăхран ан тат (сам себя). || Решать (дело). Янш.-Норв. Пĕр çураçса ĕç татсан, вĕсем туй тума анчах хатĕрленсе тăраççĕ. Н. Сунар. Эсĕ пирĕн ĕçе татса пар ĕнтĕ. Ты уж рассуди нас (т. е. рассуди наши дела). N. Ман ĕçе татса парсам. N. Сире вăтантарса калатăп, сирĕн хушшăрта тăванпа тăван хушшинчи ĕçсене татса пама пултаракан ăслă çын пĕрре те çук-и мĕн? Истор. Вечера (на вечере) ĕçе вăрçмасăр, çапăçмасăр сайра (редко) татнă (надо: ĕçе вăрçмасăр... татни сайра пулнă?). Ib. Çапăçса хăшĕ çиеле тухнă, ĕçе те çавăн майлă татнă вара (решали в его пользу). Т. IV, 64. Çав ĕçе татсан, кам юрлас килекенĕн, пурте юрлаççĕ. N. Ĕçе туса тат. Синьял. Тăваттăн сута тăраççĕ, пĕччен сут татать. (Алăк уçса тухни). N. Кам мĕн чухлĕ илсе пырассине татса хуман. N. Кĕске татса калакан сăмах, поговорка. || Окончить, завершить. Кан. Службă татса киле кайма хатĕрленекен хĕрлĕ салтак. || Мстить. Полтава 68. Виççĕмĕш мул — Мазепа хирĕç татса парасси („месть“). || Удерживать. N. Кантор окçине татса йолмарĕç. || Придавать определенность, точность, систематичность. Юрк. Чăнласах та пирĕн чăвашран нумăйĕшĕ çак сăмаха татса калаймасăр „псав“ (вм. тат. бы̆зау) анчах теççĕ. ГТТ. Пурне те (обо всем) татса, уйăрса çырмалла (определенно, систематично). N. Час-часах пур япала çинчен татса çырса пулмасть. Сред. Юм. Тем йăмахласа ларчĕ, пĕрте татса каламарĕ. Не знаю, что говорил, не высказал всего ясно. N. Тĕплĕ ыйтса пĕлмесĕр, татса каламалла мар. Нельзя сказать определенно, не разузнав основательно. N. Татса калани, решительный сказ. || Обрывать (чью-либо речь). Ал. цв. 14. Аслă хĕрĕ ашшĕ сăмахне татсах калать: хăш хĕрӳ валли эсĕ хĕрлĕ чечек илсе килтĕн, çав хĕрӳ хăтартăр сана, тет. N. † Хапха умĕнчи вĕлтĕрене çапĕçĕ те татĕçĕ; ютсем йышлăн, эпĕ пĕччен, калĕçĕ те татĕçĕ. Орау. Çынна пĕр-ик сăмах пат каласа татать. Он обрывает человека сразу, одним или двумя словами. N. Амăшĕ вĕрентем пек тăвать: анчах ачисем ăна: эсĕ ху та нимĕн те пĕлместĕн, тесе, каласа татса хураççĕ. N. Çын сăмахне татса илсе ан калаç. || Сказать резко. N. † Пуян çыннăн ывăлĕ тесе сасартăк каласа ан татăр. Н. Лебеж. † Эсир татса каласан, эпир те татса калăпăр. Кĕвĕсем. Леш кассенĕн хĕрсене каласси пур пĕр сăмах; калăпăр та татăпăр: чĕрисене çурăпăр. Богдашк. † Çав Анаткас хĕрĕсене каласси пур пĕр сăмах, калăпăр та татăпăр, чĕрисене çурăпăр. N. || Выражает усиление. Турх. Авăна татса çапат (здорово, не кое-как). N. Сăмаха татса калаçни (бойко?).

татăк

(тады̆к), отрезок, обрез, обрывок, обломок. Тогаево. Онтан вара ашшĕпе амăшĕ пĕр патак татки (= татăкĕ) илеççĕ те, шăпа яраççĕ. Эльбарус. Кашни пĕрер е икшер патак таткисем çĕклесе, пĕрле пыçтарăнса, вăрмана шала кĕрсе каяттăмăр. N. Çулла тулнă шăнасем çавăнтах тăни тепĕре, хăюне пир татăкĕпе туса яни виççĕ. Тогаево. Иван каллах хăвăртрах сиксе тохрĕ, тет те, каска таткисене (обрубки дерева) пыçтарса (= пуçтарса) тохса пăрахрĕ, тет. Дик. леб. 40. Татăк-татăк пĕлĕтсем пĕр çĕре пухăнаççĕ. || Кусок. Сĕт-к. Çăккăр татăкне çĕре ан прахăр, ачасам! Синьял. † Йăпăр-йăпăр пасара, кулачă татки (= татăкĕ) çимешкĕн. || Обломок, осколок. N. Кайсан-кайсан, Иван чол татки илчĕ, тет. НИП. Татăк-татăк юхать (пăр, после полного ледохода). || Клочок (земли). N. Дворовый (улпутăн хăй патĕнче тăракан) хресченсене ирĕке кăларнă чух пĕр татăк çĕрсĕрех кăларса янă. N. Персияпа Турция (= Перçипе Турци) патшалăхĕ хăйсен патшалăхĕсем хушшинче выртакан татăк çĕршĕн пит хытă тавлашаççĕ. || Часть. Чаду-к. Вара çĕлен патши темиçе татăк пулнă. || Статья. Бес. чув. Вĕрентекен ăна пĕр хаçет парса янă. Унта пĕр тĕрĕк (турккă) патшалăхĕ пурăнăçĕ çинчен çырса хунă татăк пулнă. Вăл татăкра турккă хĕрарăмĕсем арçынсенчен хĕн курса пурăнни çинчен, халăх сахалланса пыни çинчен çырни пулнă. || Отрезок времени. Якейк. Тепĕр татăкра (в другое время) пӳклесе парăп-ха, пĕр татăкра (в непродолжительное время) халь виç йĕм ĕçлерĕм. || Употребляется для выражения уменьшительности. N. Ниăçта та пĕр курăк татăкĕ те çук (нет ни травки), йĕри-тавăра пĕр хăйăр (песок) анчах. Собр. Кил енче тип татăк, Вутлан енче вут татăкĕ. (Чĕлĕм туртни). ЧС. Çӳлте пĕр пĕлĕт татки те çук, хĕвел шăратса пăхать. || Небольшая часть поля (2—З хăлаç). К.-Кушки. || Обрубленный, обрезанный. Ишек. Халĕ те татăк хӳрепе (с куцым хвостом) çӳрет, тет. N. Татăк хăлхапа çӳретчĕ. Синьял. Шур татăк кут, татăк кут, хуса-хуса пытăм та, хурама кутне анах карĕ. Альш. Татăк кут Татяна (насмешка над именем). N. † Татăк кутлă (вар. котлă) тимĕрçсем сиксе тимĕр çапаççĕ. Ала 4°. Эпĕ куртăм çавăнта пĕр хăрăк татăк çăкана. Ск. и пред. чув. 77. Каларĕ вăл еррипе, карчăк енне çаврăнса: çамки шăтăк — хупăнмĕ, чĕри татăк — сыпăнмĕ. О заступл. Татăк алăллă хĕре курсан, тарçисем те пит тĕлĕннĕ. ТХКА 40. Пĕр сыснин хăлхи татăк. Ала 4. Усал патши ăна пĕр лаша пачĕ, тет, тата тепĕр татăк хĕç пачĕ, тет. N. Татăк винтовккă, обрез. || Распруженный (о запруде). Н. Мазик. Çитсен, унтан ыйтнă: чăнахах санăн арман пĕви татăк? || Лишенный. КС. Аш-пăшран, сĕт-турăхран татăк тăмастпăр. N. Вĕсем никçан та чытнайран татăк полмаççĕ. Юрк. † Вуникĕ ĕне усрăттăм, ĕне сума тухăттăм, сĕтрен татăк пулмăттăм. || Перерыв. Алик. Туя пынă лашасем умĕнче сĕлĕ татăк ан тăтăр (т. е. чтобы без перерыва лошади ели овес).

татăклипе

определенно, решительно, точно. К.-Кушки. Эпĕ хăш-хăш çынсенчен ыткаларăм та, анчах мана нимĕн те татăклипе каламарĕç. Я кое у кого спрашивал, но мне ничего определенного не сказали. N. Анчах çĕр ĕçне часрах татăклипе (окончательно) пĕтермелле. N. Татăклипе кала. Скажи определенно, решительно.

татăл

(-ды̆л), обрываться, отрываться, разрываться, обломиться. Орау. Пĕр-ик-виççĕ чиксе туртрăм та, çиппи татăлса карĕ (татăлчĕ). N. Хĕçĕ (его сабля) те татăлса карĕ, тет. N. Тăха татăлса ӳкрĕ. N. Урисем татăла пуçларĕç. || Отрываться, отстать (в перен. см.). Туперккульос 17—18. Хăшĕ çапла çирĕм çул хăйне тӳрлетекен тухтăртан татăлмасть (т. е. все лечится). N. Выçă тиллĕн куçĕсем çырла çинчен татлаймаç (все смотрят на ягоды). N. Таçтан татăлса çуралса ӳснĕ çын пекех туйăнса карĕ. Календ. 1907. Унта пурăнса салтак килне-çуртне манать, ĕçрен татăлать (отрывается от домашней работы). О сохр. здор. Çынна сиен ан тутăр, тесе, ун патĕнчен татăлма кирлĕ мар. N. Пĕтĕмпех пăсăлнă, таса пурăнăçран татăлнă (отстал). || Переломиться. N. Хора вăрман варăнче (= варринче) хорăн тенел татăлчĕ, вĕрене тенел сыпрăмăр (устроили кленовую ось). || Разрываться (в перен. смысле о сердце). Сборн. по мед. Ача чĕри татăлас пек кăшкăрать. || Прерываться. Изамб. Т. Хыт-сухаран вара Пукравччен ĕç пĕрре те татăлмасть. || Срываться. Ст. Шумат. Унччен те пулмар, Кăтăри (имя героя сказки) татăлч-анч (свалился с дуба). || Вскрываться (о реке). N. Атăл татăличчен, до вскрытия Волги. || Прерываться (о дороге весной). Слакбаш. Çул татăлнă, дорога стала непроезжей (весною). || Переводиться. Шурăм-п. Кăмака çинчен тырă хăшин татăлмасть (не переводится, т. е. все время сушится). N. Ун кил-çуртĕнчен хĕн-асап татăла пĕлмест. N. Куçран кушшу татăлмарĕ (т. е. все время плакала). Суждение. Пĕрре пĕрин патĕнче, тепре тепĕрин патĕнче икшер-виçшер кун ĕçеççĕ — çапла хĕлĕпе сăра татăлмасть. Ib. Пирĕн алăран ĕç татăлмасть. Сборн. по мед. Ун чухне вăл ялта пĕринчен пĕрне ерекен чирсем те питех татăлса пымастьчĕç (не прекращались, случались очень часто). М. Сунч. Чиркӳре вилнĕ çын татăлмасчĕ (постоянно были). СТИК. Ун патĕнчен вырăс татăла пĕлмест. У него всегда русские. || Лишаться. Завражн. Окçаран татăлса карăм. Обезденежел. Собр. Карман тĕпĕнче укçа виçĕ пус та пулсан çӳретмесессĕн, укçаран татăлать, теççĕ. Ст. Чек. Ăйхăран татăлтăм. || Оскудевать. Менча Ч. Ашран-пăшран, тырăран-пулăран татăлса тăмалла тумăсăнччĕ. (Моленье). N. Кашни килĕре пулăран татăлса тăман. || Отлучаться. N. Пирĕн чăвăш килтен татăлмасть. || Сходить (с языка, напр., брань). Йӳç. такăнт. 17. Çăварĕсенчен ирсĕр сăмах татăлмасть (не сходит с языка т. е. они все время ругаются площадной бранью). N. Вăхăтсăр мыскара айван çăварĕнчен татăла пĕлмест. || Расчитаться, расплатиться. N. Тĕрĕс татăлтăр-а? (Из письма; ставится с твор. падежом). Орау. Унпа татăлтăм ĕнт эпĕ. Унпа урăх пару-илӳ çук. N. Халь эпĕр татăлтăмăр иксĕмĕр. Теперь мы в расчете, т. е. уплатили друг другу долги сполна. Изамб. Т. Эпир санпа татăлтăмăр. Мы с тобою в расчете. N. Хăçан та пулсан таталăпăр (расквитаемся). || Быть уплачену. N. Ут окçи татăлман-ха. || Отстать (от других, в пути). N. Манпа пĕрле кайнă ачасам йăлтах вăрçа кайса пĕтрĕç, эпĕ пĕчченех татăлса йолтăм. || Быть решаему. Бес. на м. г. Тата сирĕн халăх хушшинчи кирек мĕнле ĕç те эрексĕр татăлмасть (не решается). || Надрываться (горевать). Альш. Е уйăрăлат та тухат, авлансан — каллах ашшĕ-амăшĕ татăлат (горюют). В. Буян. † Ай-хай тăванăмсем, тантăшăмсем! ан йĕрĕр маншăн татăлса („так, чтобы этот плач потряс тебя, сломил твои силы“). Батыр. Эпĕр атте-аннерен уйрăлса кайнăшăн ан йĕрсемĕр çамрăк ачасем пек татăлса. В. Тим. † Атте-анне, ан йĕр маншăн хурланса, сăпкари ачу (так!) пек татăлса. АПП. † Эпирех каятпăр уйрăлса, атте-анне юлат татăлса. || О горьком плаче. N. Вăл çапла татăлса, йĕрсе тăнă çĕрех пӳрте юлташĕ пырса кĕнĕ. N. Вĕсем пилĕк çул тĕрмере лармалла сут тунă тенине илтсен, татăла-татăла йĕре пуçланă. ЧП. Ан йĕрĕр, хĕрсем, пирĕншĕн татăлса (сильно убиваясь). Пазух. Ан йĕр, тусăм, татăлса йĕрес куну малалла (еще впереди). Ib. Тусăм, ытла та ан йĕр эс татăлса, урăх çынна каймăп, сана пырăп. ЧС. Çумкка (утопленник) ӳтне курсан, тăванĕсем пурте татăлса йĕре пуçларĕçĕ. N. Татăлса макăрас, рыдать. Ау 9°. Ибрахиме курсан, хĕр татăла-татăла йĕме тытăнчĕ. || Выбиться из сил. Трхбл. † Çӳренех те утăм çăлтăр-хушка, татăлминччĕ савни умĕнче. N. Кашкăрăн кĕте-кĕте хырăмĕ вĕçсе татăлас пек выçать. || Уговориться, условиться, договориться. Никит. Çапла йăмахласа татăлсан (когда решили так), пурте килеле саланса пĕтнĕ (они). Никит. Вара ирпе хĕрсем ял хушшинчен чăнах кайăпăр (на опахивание от мора), тесе, пуçтарăнса йăмахласа татăлчĕç. Тюрл. Кçон тапранмаллине кайса татăлас (о начале свадьбы, решить дело свадьбы). Сунт. Малтан Лисукпа калаçса татăлчĕ. Сначала договорился с Лизой. N. Эпĕр унпа хăçан ĕçлеме тытăнасси çинчен калаçса татăлтăмăр. N. Парăмсем пирки калаçса татăлнă тени тĕрĕс марри курăнчĕ.

тата

(тада), еще, кроме того. Регули 1527. Манăн конта пилĕк ĕне, вăлсамсăр поçне тата тепре атти панче. Ib. 1473. Эпĕ, атти, Онтри, он пичĕш, тата ман йăмăк пырса (эп пырса, атти пырса). Ib. 1488. Вăл пире ĕçтерчĕ те, çитарчĕ те, тата окçа пачĕ те: çавăншăн она ыр сăмах калас мар-и?. Ib. 1476. Атти ман ватă, тата хоравсахрах. N. Мĕн тата кунта çаплах ларас, терĕ, атьăр çанти вар хушшине, унта çырла нумай. Вишн. 66. Тата пĕчĕкçĕ ачасем, упаленекен е утакан пулсан, кăмака тăмĕ, тата кăмрăк пит çиеççĕ. Ib. 69. Тата хăш-хăш шыва усал пулса ĕçмелле те мар пулать. Ib. 60. Тата çавăн пекех çырмасенче, пĕвесенче пулă ярса ĕрчетес пулать. Ib. 73. Тата хăш-хăш çĕртре хĕрӳ кунсенче яланах вĕт кайăк-кĕшĕк (ӳпре) çӳрет. Çавăн пек çĕрте шыв çулĕ пур тесе, шанса алтма та юрать. К.-Кушки. Тата Вăрнар çук-ши? Нет ли еще (других) Вурнар? (или: м. б. есть еще другие Вурнары). Çутт. 56. Çапла, çаплах çав. Ахалех пуян Ваççана тата мăнтăрлататпăр, терĕç. Орау. Çĕрĕпе тем чул вутă çунтарсан та, кашни каç çавăнтах выртсан та, вутă татах пурччĕ (хватало, не изсякали). || Вдобавок. Орау. Ишекре хваттер лайăхчĕ, шалу сахал пулсан та, кунта тата кăçаллăха хваттер çук. N. Çынна вĕлернĕ те, теççĕ, тата ыйтать: мĕншĕн çыхатăр? тет, теççĕ. Алекс. Невск. Тутарсем çĕмĕрсе тăкни çитмен, татах урăх тăшмансем: шведсем, нимĕчсем, литовцăсем, халăх вăйсăрне кура, вĕсене хирĕç тăра пуçланă. Чхĕйп. Тата тепĕр ик туй арĕм пек пулнă. Ала 98. Илья пролокĕ чӳркӳре йопа çинче çорта лартма ытах кансĕр, çорти ӳкет тата. || Еще (энкл.). Указывает на обстоятельство, которое также надо иметь в виду. П. И. Орл. Тулĕк вăл виçĕ сăмах анчах çырать тата, çырнă чухне нуммайрах çыртăр вара. N. Эс тата ма салтса илтĕн-ке? А ты зачем еще сняла с нее (монисто)? Регули 1502. Парать-и тата? Эпĕр итмесĕрех илĕпĕр. О земл. Малашне мĕнле май пулăшать тата. Регули 1424. Вăл халь те килиман. Вăл тата халь те (халь те тата) килмен. Шурăм-п. Вĕсем, вырăсла сăмах тесе, çак кирлĕ сăмаха халăхран туртса илесшĕн. Ку аванах та мар-çке тата, ку халăх чĕлхине чухăнлатни пулать-çке. || Выраж. противоположение, когда к предшествовавшему присоединяется нечто последующее, его отрицающее. Орау. Эп ку пир-тăлласене çума парас, терĕм те, памарăм тата (а потом не отдал). Ib. Эпĕ ăна питĕ хытă çиленсе çитрĕм те, татах каçартăм. N. Ку килте, лешĕ таçта тата (а тот, не знаю где). || В возражениях. Альш. Карчăкĕ каланă: мĕшĕн çимерĕн тетĕп, тенĕ. Старикĕ каланă: çирĕм вĕт тата! Тет. (Смысл такой: ведь я поел, чего же тебе еще надо?). Баран. 79. Çула пурăнма аван-и тата? терĕм. || При сравнениях усиливает перевес качества, как русск. еще более. ЧП. Син-пылтан тăван тата тутлă (еще слаще). Юрк. Улпут картишĕнчи çынсем тата та питрех (еще более) пăсăлнине (испорчены) курсан, ку, Карачăмĕ, унта слушит тума пăрахса, хăне хулана леçтерет. В. С. Разум. КЧП. Сухан пит йӳçĕ, пăрăç тата йӳçĕрех. Регули 1422. Вăл манран тата номай ăста. N. Манăн тата лайăх кĕнеке пур. У меня есть книга еще лучше. Срв. Манăн тата тепĕр лайăх кĕнеке пур. У меня есть еще хорошая книга. ЧС. Аслати тата хытрах авăта пуçларĕ, пирĕн чӳречесем чĕтресе анчах тăраççĕ. ЧС. Акă эпĕ тата питĕ хăра пуçларăм. Я испугалась пуще прежнего. Ала 31. Эпĕ юмах тата нумай пĕлетĕп (т. е. кроме этих). С. Тим. † Пуçа ухса ташлама кĕмĕл-тенкĕ кирлĕччĕ; халь те кĕмĕл кĕмĕлне, тата кĕмĕл кирлĕччĕ (как будто еще серебрянее; срв. пинтен пин). Кан. Малашне татах та нумайтарах (еще больше) чăваш ĕçхалăхĕ Шупашкар пульнитсине эмелленме килессе шансах тăратпăр. Цив. Ку тата пит вăрăм, кулмаллисем пит нумай. Эта сказка еще далеко не вся (много длиннее того, что я рассказал). Шурăм-п. Ачасем тата нумай юрă юрларĕç. Менча Ч. Ку юмах тата вăрăм та (длиннее, чем здесь приведено), эпĕ ăна пĕтĕмпех йĕркерен пĕлейместĕп. Ала 70. † Çӳлĕ-ах та тӳ çикче виçĕ хурăн, çил силлемесĕрех силленет; çил силлесен, тата, ай, силленет. Дик. леб. 31. Патша арăмĕ, çиленсе, ăна татах курайми пулнă. || Выражает иронию. Орау. Çылăх вĕт! — Çылăх тата! (вот еще! с особ. иронической интонацией). Ib. Юрамĕ тата! Вот еще не годится. || Все-таки, опять-таки. Яргейк. † Макăра-макăра сат хураларăм, тата атине юрама пулмарĕ. ЧС. Акă манан пурак та тулчĕ ĕнтĕ, çырла татах (все еще) нумай. || Опять. N. Халь анчах тохса карĕ, тата килчĕ. N. Карĕ вăл татах хулана (опять ушел). Юрк. Лармастăп, тет ку татах. Он опять-таки говорит: „Я не сяду“. СПВВ. БМ. Тата, тăта, еще, опять. || При уступлениях. КС. Ĕçмесен пыратьчĕ тата, хăй пит ĕçет. Как бы он не пьявствовал, так было бы туда-сюда, а (ведь) он больно льёт. N. Хăш (хăть?) эсĕ вырăнтах пурăнсан тата аптăрамăпăрччĕ. N. Хăвăр укçăра пĕтерсен татаччĕ. Анчах эсир харам укçана, эпир тар юхтарса тунă укçана пĕтеретĕр. N. Вăл ахаль иртĕнет пулсан татаччĕ. Орау. Патакки тата, пуши çав, пуши çунтарать. Палка-то еще что, а вот кнут-то, кнут-то больно обижает! (Говорила чувашка о побоях, которые она терпела от мужа). N. Хăй кайни татахчĕ (ладно-бы), ачана вĕлермĕçин юрĕччĕ. || Ну, что же, что... См. Оп. иссл. чув. синт. II. N. Вĕлерсессĕн (лошадь), упăшкине ак çапла элеклесе каланă: санăн аку лашана чиксе вĕлерчĕ. Упăшки уна каланă: вĕлерин, тата мĕн тăвас, тенĕ. || Употр. во многих чувашизмах. Орау. Уярпа (от засухи) пушăт ӳкми пулать (лыки не снимаются) пуль? — Вăл тата мĕлле май апла халь (это еще что, а вот...), ак çĕртме анисем хытса каяççĕ-ха! Красная Горка. Автанĕ тата (а тут еще петух) кĕлет çине хăпарса кайнă та, тек-текех кăшкăрса, улпут пек тăрать. КАЯ. Анне алăк тăрса уçсан, хай килемей: фу! эпĕ килсенех усал сывлăш тухса тарчĕ, терĕ. Эпир аккапа: халĕ пирĕн патра усал (нечистый) çук, тесе, хĕпĕртенĕ-кайнă тата. Чертаг. Сыв пул (Прощай)! — Сыв пул тата! (ответ). К.-Кушки. † Эс савнине эп савсассăн, тата савма юраттăр (т. е. тогда для тебя возлюбленная будет еще дороже, ценнее). N. Эпĕ килте полсан татаччĕ.

тачкă

(тач’кы̆), двуколка, тачка. Сред. Юм. Пылчăкри орапапа çӳреме канçăр та, эпĕ пĕрмаях тачкăпа çӳретĕп. (Тачкă — малти тĕнĕл çине лартса çыхса çӳрекен икĕ кăлтăрмаçлă ураяа).

таха

(таhа, почти энкл. из та+ха), вот, но..., вот, да... (указывает на то, что известное положение или заявление ограничивается чем-то последующим, хотя и не всегда упомянутым. В некоторых говорах это выражение ставится как после твердых, так и после мягких слов; в других же после мягких употребляется только те-ха, а посде твердых та-ха, и тогда следует писать оба эти слова через соединительный знак. ЧС). Сан пек усалла часах пусса ӳкерекенччĕ-таха. Сорм-Вар. Ачасене илсе килтĕм-таха, пыл çияççĕ лаçра (т. е. но их нет тут, они в лачуге). ЧС. Вăл вилсен пире ирĕк юлĕччĕ таха... (т. е. он еще жив). N. Мĕн тăватăн эсĕ унпа? Вăл амăшĕсене курма кайрĕ.— Эпĕ унăн шăлнĕ пулатăп та-ха, вăл киле çитеймарĕ, çул çинче вилнĕ пулмалла. Тораево. Улпут та тухать, тет, çак Иван патне, калать, тет: Иван, мĕшĕн эсĕ пĕрре те ман пата килместĕн, тесе калать, тет.— Иван: пырас-таха, тесе калать, тет. СТИК. Лаша илсе ятăм-таха, питĕ шух-няк! Ib. Пасара карăм та-ха. Пĕрене тавраш пулĕ, терĕм, нимĕн те çук. („Слегка говорит, так себе, монотонно“). Ib. Авăн çапмалла та-ха çав, хулана питĕ кайса килмеллеччĕ, укçа çук (нужно было сьездить в город, но некогда — надо молотить). Ib. Çавăнпа каймалла та-ха вара, пĕтĕм ĕçе пăрах та кай (брось все дела и иди. Говорит человек другому, который хочет уйти куда-то с работы).

тахăш

тахăшĕ, неизвестно который, неизвестно кто. Юрк. Темĕн, эпĕ пĕлместĕп, тахăшĕне çиленсе тырра пăр çапнă: те эпĕ ĕçленĕшĕн çиленнĕ, те сире çинçе тунăшăн. || С частицей „те“ в смысле — никто. N. Çĕтĕк-çатăк тумтирпе пулнă. Çĕрле курсан, ăна тахăшĕ те çын тиес çук. См. такăш, такшин.

тахçан

(тахс’ан), неизвестно когда, невесть (неведомо) когда. См. такçан. || С частицей „та“ в смысле — никогда. Ал. цв. 17. Хĕр вутлă сăмахсене вуласа тухсанах, вĕсем мрамăртан тунă çтана çинчен, унта тахçан та пулман пек, йăлтах çухалнă. ЧС. Эпĕ унтанпа ĕнтĕ сăпас çитмесĕр тахçан та йăвăç умми татмарăм. Ст. Яха-к. Пирĕн патăрта хăш чăвашсем пур, хăйсем ахаль чухне вырсарни кунсенче, е ытти аслă праçниксенче тахçан та чиркӳве каймаççĕ. N. Эп тахçан та ирпе тип ал-шăлипе пит шăлаймастăп. N. Вăрçă тахçан та чарăнас çук. N. Эпĕ хам тахçан та вăл енчи çынсене курса епле тумланса çӳреннине пĕлессĕм çукчĕ. || Очень давно, с давних пор; давнишний. Бугульм. † Нар пек хĕрлĕ чĕрем шуралнипе тахçан килекен тусçăм сивĕнчĕ.

те

(тэ, т’э̆), и, да, еt (союз). См. та. СТИК. Çапла пĕр çул иртет, иккĕ те иртет. Прошел год, прошло и два (из рассказа). N. Мĕн çиес килнĕ, ăна çирĕмĕр (ели): улми те пур, пылĕ те пур, чăххи те пур, тепĕр чухне вара çăккăр çиме те вăхăт çукрах. Слакбаш. Ан çи те, ан ĕç. Эп ĕçместĕп те, çиместĕп те. Альш. Хĕр чухне кăна савăнни те. Только и радости то, что в девках (в девичестве, т. е. пока не вышла замуж). Зап. ВНО. † Çакă ялăн ачине инке-арăм та юрĕччĕ; пирĕн ялăн ачине пĕр сар хĕр те юрĕччĕ. Панклеи. Кошак кон патне те сиксе тохать. Хĕр кошака тапать те ярать, тапать те ярать. || Может повторяться. Альш. Пурте пур унта: пĕр килĕ хăнисем — унта Каши те пур, Мертли те, Раккасси те, Пӳркелĕ те. Регули 1489. Эп те, вăл та пыман онта. || Иногда речь бывает прервана. N. Лаши шăнарать те... лошадь сердится (и потому опасно к ней подходить). N. Хăй тивет те!.. Сама бьет (заставляет работать и пр.). || Хотя и... Регули 1483. Эп ĕнер килтĕм те сирĕн пата, эсĕр килте çок. СТИК. Пухăва каймаллаччĕ те ĕнтĕ, анти — мансăр пуçне те тăвĕç мĕн тумаллине, тенĕ. Орау. Хĕлле эсир: мана чăваш сăмахĕсене çырма ярăп, терĕр те, ямарăр. Орау. Ĕнер вăл ман пата килнĕччĕ те, эп: килте çук, теме хушрăм. Регули 82. Ман конта исе килес те, эсĕр илес çок (или: эп конта исе килсен те, эсĕр илес çок). Сред. Юм. Авăн пит çапмаллаччĕ те-ха, хôплать вит Çĕрпӳве каймалли. N. Ку юр кайсан выльăхсене килте тытматтăмăрччĕ те-ха, анчах юр хăçан кайĕ. Орау. Лаша, теме хăтланать те, уçсах калаймаçть. Хочет сказать: „лошадь“, но выговаривать ясно не может (напр., маленький ребенок). || Уже. Кан. Вăт, Кĕркурин, курăк каллех çулмалла пулчĕ те, теççĕ. Альш. Тухатпăр, япаласене вăй çитнĕ таран пуçтаратпăр та, пирĕн ял вăтаткасса çитнĕ те ĕнтĕ вут хыпса. Яргуньк. Лешĕ (он) кĕпипе хурĕ (= хыврĕ), тет: хусан, Ваньккă çитсе кĕчĕ, тет. Хурамал. Çапла каласанах, леш çын хутаççа кĕрсе те выртнă. Бгтр. Мăнкон çитрĕ те-и? Разве пасха уже наступила? || Тут же. Альш. Кайрĕ хайхи вут чупса. Пĕр килле хыпать те (огонь), тепĕрин çине сиксе те ӳкет. Коракыш. Каçпа карчăк тухнă та: ши! шăхăрнă, кĕç улттăн сиксе те тухнă. || Вот и. Кан. Индустри зайомне çырăнса илекенсем пулчĕç-и те. || Указывает на нечто непредвиденное. Юрк. Çемйисене Пăвана куçарнă вăхăтра (он) хайхи ашшĕ, Миките Микулайĕ, вилсе те каят. Шинар-п. Атте мана каларĕ: мĕн тăвасси мĕн те, пĕтетпĕр вĕт! терĕ. Отец отвечал мне (на вопрос: что делать?) Что делать то, что делать, а ведь, мы погибаем! Орау. Вăсем иккĕшĕ пĕрле пурăннă çĕртех старикки чирленĕ те, вилнĕ те (или: вилех те кайнă, или: вилсе те кайнă, или: вилнĕ-кайнă). Альш. Мишукне салтнă та, тутарĕ сиксе те тухнă. С. Айб. Улпут, хуран куклине илес тесе, аллине кăкшăма чиксе ячĕ, тет те, алли кăкшăмран каялла тухмасть те, тет. || При обобщении. N. Шывне виçĕ савăчĕпе те (во всех трех сосудах) илсе килеççĕ. Якейк. Ман виç ĕнине те сотмалла полчĕ. Кан. Хăшĕ калаççĕ: Çеçпĕл Мишши сăввисем çинчен каламаллăх та çук, унăн мĕн пурĕ те 2—3 сăвă çех, теççĕ. Полтава. Мазепа вăлсен иккĕшĕн пуçне те кастарнă. Мазепа велел им обоим отрубить головы. N. Унăн вăрăмĕ те мĕн пурĕ те çичĕ çухрăм анчах. N. Пирĕн мĕн пурĕ те (всего на всего) пĕр урам анчах. Коракыш. Кирек те мĕнле (во что бы то ни стало), Иван арăмне мана илсе пар. Во что бы то ни стало, добудь мне жену Ивана. Синерь. Хун ирĕк (твоя воля), кирек те мĕн ту. Ашшĕ-амăшне. Мана тесессĕн, кирек те ăçта кай. По мне, так иди куда хочешь. || Выражает усиление. Юрк. Пирĕн кăмăлăмăра пит те килсеччĕ (она). ТММ. Атăл çинче темĕн чухлĕ те кимĕ çӳрет те, çапах та йĕрĕ палăрмасть. (Хĕрарăмсем çинчен калаççĕ). Ала 27. Эсĕ ăçтисем (ты чья), эпĕ сана кунта халччен те курман, тенĕ, тет. N. Пĕр çирĕм хутчен те кайса килет пулĕ вăл. Янтик. Ц. Лачкасси пирĕнтен инçех те мар; васкаса, хăраса чупнине çитмелле те мар. || Соответствует русск. „а“ (в некоторых оборотах). N. Çурчĕ те, ачам!. Çурчĕ, çурчĕ. Çуртне пăх-ха! Один дом чего стоит („а дом то“...). || Юрк. Çурт туса пачĕ пулĕ? тесе ыйтат.— Пачĕ те, тет ку та. || Даже (иногда не переводится). Завражн. Онччен темĕскер те полĕ-ха! До тех пор еще невесть что случится (может случиться). N. Çапрĕ те-и ăна. Тыттарчĕ те-и вара ăна? N. Çын ĕçленипе тăранса пурăнса вĕсем ĕçлеме манса каяççĕ, кайран пĕр ĕç те ĕçлейми те пулаççĕ. О сохр. здор. Çав хĕрнĕ çан-çурăм çур тавлăкчен те сивĕнмест (от паренья в бане). Шурăм-п. Çавăн пек чăваш пĕрех çеç те марçке-ха вăл. Ведь, таких-то чуваш, смотри, не один. || В песнях имеет неопределенное значение, заменяет недостающий слог в тексте. Альш. † Икĕ те сарă ача эп ӳстертĕм, икĕ те хура куçăмсенчен пăхтарса.

те

(тэ, т’э), неизвестно... ли, неведомо... ли, я не знаю... ли. N. Те Микихвере кӳршисем каласа кăтартнă ун ачисем ват карчăкран кулни çинчен. N. Эпĕ она кăтартрăм та, вăл те соккăр, ним те кормарĕ. Ст. Шаймурз. † Кăмакăрта хăйсем (лучины) шăлтăртатать, те çунас вăхăт çитнĕрен (не знаю, оттого ли, что эй наступила пора гореть, т. е. , м. б., эй наступила пора гореть). N. Сана эпир хытă кĕтрĕмĕр, анчах эсĕ те килте, таста, çавна эпир пĕлместпĕр (мы не знаем, дома ли ты, иди где в другом месте). Орау. Паян çăмăр те пулать (неизвестно, будет ли сегодня дождь). N. Те усĕрнипе (от кашля) ыратать... Я не знаю, от кашля, что ли болит... (в просторечии: не знай, от кашля болит). N. Те кăнтăрлана (на обед) чĕнет ĕнтĕ... Я не знаю, может быть, это уже зовут на обед (в просторечии: не знай, уж на обед зовут). || С иронией. Ст. Чек. Те унта шăнса выртмалла! (Говорит человек, которого посылают на холод). || Как будто. Изамб. Т. Ыраш парса ярсан, Ваççа калат: те, Елим каламасан, эпĕ Елчĕк çуннине пĕлместĕп (как будто я не знаю) (quasi vero nesciam) без Елима (т. е. без его сообщения), что в Яльчиках был пожар). || Иногда повторяется. СПВВ. Те апла, те капла. Не то (нето) так, не то (нето) эдак (в просторечии также: не знай так, не знай эдак). N. Урăх çыру ярасси те пулать, те пулмасть. Не знаю удастся ли еще послать письмо. N. Вĕсем те вилĕ, те чĕрĕ тухнă (вышли из боя). Орау. Ыран те пурнан, те вилен. Ib. Ыранччен (до завтра) те пурнан, те вилен. N. Ыранччен те куратпăр (увидим), те курмăстпăр. Регули 479. Те корнă, те корман. Не знаю видел, не знай нет (т, е. не знаю, видел или нет). Ib. 1438. Те вăл каять, те ашшĕ он каять. Не знай он поедет, не знай его отед (т. е. не знаю — он ли поедет, или его отец). Шугуры Ц. Вăл вăхăтра эпĕ пĕр пилĕке те çитнĕ, те çитмен, уна астумастăп. Не помню, было ли мне тогда лет пять: или меньше, или больше. || Может соединиться с другими выражениями неведения или недоумения. Янтик. Хулана те карĕ тем. Не знаю, съездил ли он в город. СТИК. Те кашкăр темĕн! Едва ли это волк! (В Сред. Юм. это значит: не знаю, волк, что-ли!) Ib. Те кашкăр, те мĕн! Неизвестно, волк ли, что ли (т. е. волк или что другое). Орау. Пирĕн кукамайпа пĕр тăван хĕрин хĕрĕ пулмасть-ши вăл? — Те çапла, темскер. Это не внучатая ли внука (внучка) нашей бабушки по матери? — Не знаю, может быть и да. Юрк. Те тĕрĕс пулчĕ, темĕн ĕнтĕ, çын сăмахĕ. (Уж не знаю, правду ди он сказал). Бес. чув. 9. Ку лаша манăн ватăлса çитрĕ (совсем стала стара), çурхи тырра те акаймĕ темĕн (не знаю, удастся ли с ней справить весенний сев). Изванк. Те ăна ытла çилентертĕмĕр пули-мĕн. Или уж мы очень разгневали его?.. ЧП. Килекен тăванçăм килми пулчĕ, те хамăр начартан, те мĕнтен (потому ли, что мы бедны, плохи, или по какой другой причине).

те

(тэ), говорить. Панклеи. Мĕн тетĕн? Что ты говоришь? N. Мĕн терĕ? Что он сказал? Регули 466. Мĕн темеççĕ çынсам! Чего не скажут люди! (т. е. они могут сказать все, многое, их не переслушаешь). N. Ивана мăшкăлласа кулнăшăн, акă мĕн тенĕ. || Вводит прямую речь, как русское „говорить“. N. Каларĕ, тейĕн ак! Вот ты сам убедишься, что я сказал (правду). N. Вилеп, тесех тăрать. Все твердит: „умрет“. N. Эсĕ ан мантăр, тесе. Ст. Шумат. Эсĕ тăват уралă, эпĕ икĕ уралă, тет,— хăшĕ те хăшĕ валтан анĕ (кто из нас раньше сойдет)? тет. Ал. цв. 20. Эсĕ паян ешĕл йывăç пахчине пырса туратсем, чечексем, çулçăсем карнă ху юратнă хушша кĕрсе лар та, акă çапла кала: шанчăклă чурам, калаç-ха манпала, те (скажи), тет. Сред. Юм. Хай ача: эсĕ ман аппа пôлан-çке, эпĕ сан шăлну вит, тесе ячĕ (воскликнул), тет. || Весьма часто вводит предложения, соответствующие русской косвенной речи; при этом вводному предложению нередко предшествуют глаголы думания, говорения и вещания, а глагол „те“ ставится после него. Подлежащее вводного предложения часто заменяется вин. падежом, а самое построение вводного предложения нередко частично изменяется в сторону косвенной речи. Шурăм-п. Тутлă шăршă кĕрет: ăçта та пулин пыл пур, темелле (подумаешь, что...). Регули 476. Поплеççĕ: вăл килмест, тесе (или: вăл килмест, теççĕ). Гаворят, что он не придет. Ib. 1481. Эп пирĕн тесе (или: тесе те, т. е. подумал), пирĕн полмарĕç. Эп пирĕн, терĕм, пирĕнех полчĕç (оказались нашими). Ib. 471. Эп çĕмĕрнĕ, тесе, ятлать. Бранит меня, как будто я разбил. N. Санпа тавлашма тытăнĕ, тетĕн-и, эсĕ ăна? Неужели ты думаешь, что он выступит с тобою в состязание? Ал. цв. 20—21. Эсĕ мана хăвăн сассупа хăратăп, тесе, ан шиклен. Не бойся, что ты испугаешь меня своим голосом. Истор. Вырăссен çарĕ чакма чарăннă, тенине илтсен, хрантсуссем те пит савăннă. N. Эсĕ килет поль, тесе (думая, что ты идешь), алăк уçма тухрăм та, эсĕ пулмарăн? Трень-к. Эп (эпир) пурт çинчен ан антăр, тесе, посмине илчĕç. Они убрали лестницу, чтобы я (мы) не мог (не могли) слезть с крыши. N. Пире... сирĕн пата: пĕрле пурăнар, тесе, калаçса килĕшме ячĕç, пире хăвăр тусăрсемпе, юлташăрсемпе пĕрле çырса хуччăр, тесе, йăлăнма ячĕç, тенĕ. Послали нас к вам, чтобы заключить с вами союз и мир, и чтобы вы вписали нас в число соратников и друзей ваших. Регули 477. Эп паллимарăм, те. Скажи, что ты не узнал. N. Вĕсем мана: çырла ан туптăр, тесе (чтобы я не нашел ягод), кунта исе килнĕ. N. Вĕсем: эпĕ çырла тупам мар, тесе, мана кунта илсе килнĕ. (Странная конструкция, по смыслу с пред. совпадающая). N. Салам кала, тата: тав тăвать сана кĕнекешĕн, те. Передай ему поклон и скажи, что я благодарго его за книгу. N. Кашнийĕ вĕсем (каждый из них) мĕн пысăкăшĕ, мĕн аслăшĕ, вĕсене пурне те вырнаçтарса тăма мĕн чухлĕ вырăн кирлĕ? тетĕн. Регули 472. Эп: вăл, терĕм,— вăл мар, терĕ. Я сказал, что это он, а он сказал, что это не он. Н. Чукалы. Атя чултан шыв кăларар! — Якуркка калат: атя! кăлараймăп, терĕн-ем? Юрĕ кăларса пăхăпăр, чим, кăштă каяр-халь. Регули 473. Эп: кирлĕ мар полĕ, тесе. Я думал, что, вероятно, не надо. Ib. 475. Эп шокшларăм (= шухăшларăм): вăл, тесе. Я думаль что (это) он. Ib. 1447. Эп она: пĕлтĕр, тесе (чтобы он знал), йори каларăм. [Эту фразу можно понять и иначе: „я сказал ему ложно, что (это было) в прошлом годе“]. Кан. Уçсан та (окно): кантăка çĕмĕрмесĕр хупатăп, темелли çук. Нельзя быть уверенным, что затворишь его, не разбив стекла. НТЧ. Хай Елекка виçĕ кунтан: пуç ыратать, тее пуçларĕ. Кан. Çитрĕ, карчăк, пурнăç? теейсе юлтăм. Капк. Атте, мана валли кĕнеке илме сан укçа çук, тетĕн? Урмай. Лешĕ калать, тет: çичĕ куçĕ те çывăрса кайнă, терĕ, тет (у меня). Юрк. Мĕн çинчен? тесе ыйтат чăвашĕ те. Кн. для чт. 10. Усал çынна çыпçăнсан: ырă çул çинче, тесе, ан кала. N. Вĕсем сан çинчен: пусмăрлать, тесе, тата тепĕре каласан: эпир хамăра тивĕçлине тăвăпăр: санпа тинĕс çинче те, çĕр çинче те вăрçăпăр, тесе, çырса ятăмăр. Мы написали ему так... если они еще обратятся с жалобою на тебя, то мы окажем им справедливость и будем воевать против тебя на море и на суше. Якейк. Эпĕ Хосана килет, тенине илтсен, вăлсам пит савăннă. Услышав, что я (ты, он, мы, вы, они) приеду (-ешь, -ем, -ете, -ут) в Казань, они очень обрадовались. (Отметьте здесь употребление глагола З-го лица ед. ч. при подлежащем во всех лицах и числах). N. Эсĕ калан мана: сана çавраймарăм, тен. Ты говоришь, что я тебя не сумел свертеть (т. е. увлечь; замечательная косвенная речь). КС. Платон: сана кăçал килмеçт вăл, терĕ. Платон сказал, что ты в этом году не приедешь. СТИК. Эпĕ кăна, эсĕ кайтăр тесе (чтобы ты ушел или уехал), турăм. Эпĕ ку япалана, эсĕр кайтăр тесе (чтобы вы ушли или уехали), турăм. Регули 718. Вăл манран итрĕ: пичĕш килет-и? тесе (придет ли его старший брат, т, е. брат спрашивающего или брат другого человека; смысл двоякий). Якейк. Эп сан пата мĕн тума пытăм поль, тен? Как ты думаешь, зачем я к тебе приходил? N. Эсĕ, Анна, мана (про меня): карточка теме ямас у ман пата, тесе калат, тет. Про тебя, Анна, говорят, что ты говоришь, что я почему-то не посылаю тебе своей фотографической карточки. Альш. Эсĕ çывăраттăр, тесе (думая, что ты спишь), кĕмерĕм эпĕ. Сана: çывăрат, терĕç те (сказали, что ты спишь), кĕмерĕм вара эпĕ. || В З-ем л. ед., а иногда и мн. числе, употребл. в смысле русского безличного оборота: „говорят“. Альш. Пурăнсан-пурăнсан, вăл ăвăсĕсене пĕри каснă, теççĕ, хăшне-хăшне; унтан вара суккăр пулнă, тет-и, мĕн-и (говерят, что-ли)? Ib. Çилĕмсем çаклансан, ĕçерсе яма анакансем (в воду) пулнă, тет-и-мĕн те, çавсем калаççĕ, тет. Изамб. Т. Энтрипе арăмне уйăрса кăларнă, темест-и? — çапла, тет, çав. N. Ăна вилнĕ темери? Не говорили-ли, что он умер? Регули 478. Поплеççĕ: вăл килмеçт, тет? Говорят, что он не приедет. (Здесь странное соединение мн. ч. с ед.). || Называть. N. Çакна чăвашла мĕн (как) теççĕ-ха? Ăна кунтăк теççĕ. СПВВ. НН. Малтан пыракан тесе укçана калаççĕ. Çавна илесчĕ те, малтан пыраканни çук тени — çавна илесчĕ те, укçа çук тенĕ сăмах пулат (означает). || Думать, предполагать, хотеть, желать (ставится с прич. буд. вр.). N. Антон (Антун) каларĕ вара: Захар (Сахар), епле топас тетĕн утсене? терĕ. Юрк. Эпĕ ĕлĕк те авланас теместĕмччĕ, ун чухне те пĕр шуйттанĕ хĕтĕртнипе анчах авланса ямарăм-и? тет. М. Яльч. † Пĕчĕккĕ лаша, турă лаша, кăçалхи çул кӳлес теменччĕ; ай-хай пуçăм, çамрăк пуçăм, кăçал çул каяс теменччĕ. Регули 556. Ярас тетĕп. Хочу (сообщить) послать. Ib. 559. Эп каяс темĕп он чох. Я тогда откажусь (не захочу) итти (ехать). Якейк. Килес мар тесеччĕ эп паян. Я сегодня не хотел было приходить. Ib. Ăна корасах теттĕмччĕ, коримарăм. Ăна корасах тенĕччĕ, коримарăм. Ăна корапах тесеччĕ, коримарăм. Ăна корас тесех килсеччĕ, коримарăм. Ib. Эп тăвас тенĕ пек полчĕ; эп шохăшланă пак полчĕ (как я желал, так и случилось). Регули 1519. Вăл пĕтерес терĕ те, пĕтеримарĕ (пĕтерчĕ). Сред. Юм. Онпа çитмес тăта, ôна та сотас тет, мĕн ĕнтĕ. Этого не достаточно, еще и это хочет уже продать. || Решать. Якейк. Эп конта йолас терĕм уш (решил уж остаться здесь). ГТТ. Эпĕ: хама тӳрре кăларам, темерĕм çав ĕнтĕ. Я решил не защищаться. || Обещать. Регули 1482. Эс ĕнер килес терĕн те (или: терĕн), килмерĕн. Эп килес терĕм те, килтĕм. Ib. 1520. Вăл мана курас терĕ те, курчĕ. || Употребл. во многих чувашизмах. N. Мorbus тени чир тени пулать. Слово morbus означает болезнь. Альш. „Пулуштух“ тессине „палăштух“ теççĕ. Вместо „пулуштух“ они говорят „палăштух“. Чт. по пчел. № 17. Хурт йĕрки тесе эпĕ „пчеловодство“ тессине калатăп. Термином „хурт йĕрки“ я перевожу слово „пчеловодство“. ТХКА. Эпир, эсир,— теççĕ анатрисем. Сăмаха вир-ял пупленешкел эпир тессине эпĕр, эсир тессине эсĕр, тесе çырма эпĕ шутлатăп та ĕнтĕ. Я. Турх. Ывăл тессине „ул“, анне тессине „апи“ теççĕ. Юрк. Вырăсла тесен, вырăсла мар, чăвашла тесен, чăвашла мар. По-русски — не по-руски, по-чувашски — не по-чувашски, т. е. не разберешь как, не поймешь на какой лад. Шурăм-п. Чăнах та пирĕн паталла, çын тесен, çын мар, упа тесен, упа мар, лап-лап пусса утса килет. Ал. цв. 6. Пӳрт тесен, пӳрт мар, çурт тесен, çурт мар (не то изба, не то дом). Юрк. Илемлĕ темелĕх те пур. Можно сказать, что она и красива. N. Хальхи куланай (подати) куланай темелĕх те çук (т. е. очень малы). Ромс. 30. Ĕçлес тесе (усердно) ĕçлеççĕ. Якейк. Йăван тесе Йăван çынтан кулать! Даже Иван (уж нащто Иван), и тот смеется. N. Пăва тесен, Пăва та пирĕн хуларан илемлĕрех. Уж нашто (на что) Буинск, и тот красивее нашего города. Т. VII. Шухăшларĕ, шухăшларĕ, тет те: пырăм, хăшне çиессӳ килет — пылĕ те, çăвĕ те, ашĕ те, сĕчĕ те, хăйми те — мĕн тенĕ вăл пур (есть все, что хочешь), кала, терĕ, тет. Толст. Бухар патшалăхĕнче мĕн тени вăл пур (есть все, чего хочешь). Орау. Вăт пирĕн Якур, ĕçлет тесен ĕçлет! (работает так работает; уж действительно работает). N. Чухăн хресчен пурăнăçĕ тесен (если говорить о бедняцкой крестьянской жизни), пит лайăххи, матурри сахал вара: пĕрин лаши çук, тепĕрин плукĕ, сухи-сӳри çук. Байгул. Нумай пулать, тет-и, сахал пулать, тет-и (через сколько-то времени), çаксен пӳрт тăррине пĕр хуп-хура кайăк пырса ларнă, тет. Орау. Çывăрса тăранимарăм тетĕн паян! Как ты говоришь, что ты сегодня не выспался? Юрк. Ыран калăм-кун тесен (накануне) чустасем лартаççĕ. ЧС. Пĕр çула (летом), çимĕк çитесси виç кун тенĕ чух (за З дня до семика). Ст. Яха-к. Çăварни пĕр эрне тенĕ чухне (за неделю до масляницы) çынсем сăра тума пуçлаççĕ. СТИК. Мункун тесен иккĕмĕш кун, в пятницу страстной недели. Ib. Раштав тесен виççĕмĕш кун, за три дня до рождества. N. Çапла вăсем мункун пĕр эрне тенĕ чухнех (за неделю) тем пек сĕреншĕн хатĕрленсе, ăна чунтан-вартан кĕтсе тăраççĕ. Яжутк. Ах, килемей! Эпĕ килемей тесен, килемей тесе калăп, кукамай тесен, кукамай тесе калăп (тархаслани). N. Çак ыйтнă кĕнекесемшĕн укçа тесен (если потребуются деньги) укçа та ярăттăмччĕ.

тесе

иногда употребл. и в нар. анатри вм. прош. вр. N. Эпĕ: эсĕр килте, тесе. Я думал, что ты дома. || В чувашизме. Изамб. Т. Юрĕ. Сашпăн, паллакан çын тесе, парăпăр ĕнтĕ. Хорошо, как знакомому мы тебе отдадим, продадим. || Употребл. для большего оттенения. ЧС. Мирун пăртак ларсан, киле кайма тесе, тула тухнă.

тек

(тэк, т’эк’), все, то-и-дело, assidue. НАК. Хăй тата ниçта каймасăр кулĕ тавра (кругом по озеру) калла-малла тек ишкелесе çӳрет (утка). Перев. Хамăр нимĕн çинчен те шухăшламастăпăр, текех тататпăр (знай себе рвем ягоды). Н. Лебеж. † Выляма тесе, тухрăм урама, тек пăхаççĕ манăн сăн çине (на мое лицо). Сред. Юм. Тек хăраса çӳре онта (все бойся там), арран ирĕке тôхрăмăр. N. Вĕсемпе тек килĕштермесĕр пурăнатпăр (все ссоримся). Изамб. Т. Çапла тек (всё) лашасене çавăрса аштараççĕ. Юрк. Пĕри хăй амăшне, ватă çынна, хире пăрçа вырма илсе каят. Амăшĕ, вырнă чухне пĕр пăрçине, çиме тесе, çăварне хыпсан, шăлсем çук пирки çиеймесĕр, тек çăварĕнче чăмласа тăрат (горох остается у нее во рту не разжеванным). М. Васильев № З, 51. Шор лашапа эпĕ тек (мĕн тăвас тен выльăха?) пĕлĕт çине олăхап пек. Янтик. Пĕрре çаптарас пулать сана кутран, вара тек вырăн çине шăма пăрахатăн эс (перестанешь постоянно мочиться в постели). || Гиперболически. СТИК. Мĕн тек пĕтĕм ачу-пăчупа йăхланса çӳрен? (Говорят про женщину, идущую куда-нибудь со всем семейством, с ребятишками). Ib. Лапăртатса ан тăр тек! Не болтай. Ib. Çывăрса ан вырт ĕнтĕ тек, тăрас пулат! || Плеонастически. Орау. Вăл (она) хăш чухне, хутса ярсан, хупма (скутать печь) тек килекенччĕ. || Всё (в смысле „всюду“). N. Манчжуриара (= Манжурире) тикĕс вырăн пит сахал, тек тусем. || Больше, amplius, ultra. N. Тек ан таврăн! Тек ан таврăн (больше не возвращайся)! тесе, хĕнерĕ, тет те... N. Çăварна тек ан кар. Истор. Новогород çавăнтан кайран тек ирĕке тухайман вара. Альш. Амăшĕ калат, тет; тек çăкăр çук ĕнтĕ (больше хлеба нет), тесе калат, тет. N. Текех тăвассăм çук ун пек (больше не буду делать). N. Иляна вăл текех курайми пулнă (с этого времени возненавидела). Ала 17°. Халĕ ĕнтĕ эпĕ сирĕн патăрта вуникĕ çул пурăнтăм, текех (больше) кунта пурăнма юрамасть, каяс пулать. N. Текех ун çине те шанми пултăм. Я больше на него не надеюсь). Ала. Тек ан калаç, эпĕ хăратăп. Дальше (больше) не рассказывай, я боюсь. Торп-к. † Эпĕ сире текех кисе курас çук (больше не приеду к вам повидаться), сыв полăр та, пор полăр! Яргуньк. Сутнă чух ман пуçăмри йĕвене ан пар; парсан, мана текех кураймăн (больше не увидишь), терĕ, тет. Ой-к. Текех пыман вара. Больше не приходил. N. Килтен хут (письмо) илмесĕр текех хут ямастăп. Лашм. † Пирĕн çак тăвансем тек килес çук (больше не придут); килсессĕн, пăха пĕлес çук (мы не сумеем принять с должным почетом). N. Тек (больше) ним те çырма пĕлместĕп (в письме). СВТ. Нумайĕшĕ: çын шатра чирĕпе пĕрре чирлесессĕн, нихăçан та текех шатра тухмасть, теççĕ. Сĕт-к. Салтака тохса кайнă чоне: сыв полăр та, пор полăр, текех килсе кормăпăр, тесе, макăрса йорлаççĕ. N. Ăна текех хистемен вара. Его больше уж не принуждали. Регули 1301. Тек ан кил. Больше не приходи. Постоянно не приходи. N. Пĕр каланă пулсан та, анчах тек ан калатăр. Если сказал, то пусть не повторит того. || Опять. N. Этем пĕрре вилсен, тек пурăнасси пур-и? Янтик. Халь ĕнтĕ пĕрене хатĕрлесе çитертĕм, тек кайса шырас хуйхи çук. || Еще. N. Ман пек хĕн ĕçсене, ырă ĕçсене пит тĕплĕ туса пурăнакан çын çĕр çинче тек пур-ши вара. || В состоянии бездеятельности. Встреч. в след. обороте. N. Тек тăр-ха, ан вĕлер! Стой, не убивай. Микушк. † Ылттăнах та хачă, кĕмĕл ункă, кăтачĕсем çукран тек тăрат (ножницы лежат так, т. е. без употребления). Пазух. Юрлаймăттăм — юррăм та, ай, тек тăрать (иначе мои песни останутся так, т. е. без приложения). || Лашм. † Ай хаях та миллай, хамăр савни, эп каймантан тек кĕтсе тăрать пулĕ (вар. эп каяймантан тек кĕтет, т. е. всё ждет меня, чтобы взять замуж?). Кама. Эсĕ те кунĕн-çĕрĕн кĕнекепе. Сан пирки мана вăрçаççĕ. Ларасчĕ майланса тек кăна. Пĕтĕм ял сан çинчен калаçать.

тек-тек

то-и-дело, часто (синон. час-часах). Юрк. Тек-тек тукаличчен (жертву), пĕр хут туннипе иртсе кайтăр. Н. Карм. † Икĕ шăнкăрав сассисем тек-тек пулĕ, манăн сассăм кунта тек пулмĕ. Пазух. Халь килĕпĕр, тăвансем, халь кайăпăр: тек-тек килет, тесе, ан калăр. N. Вăл Мускава тек-текех каять. N. Эсир те полсан (и вы) тек-текех (чаще) ярса тăрăр. Шăна чир. сар. 18. Тек-текех пӳрт-çурт таврашĕнче чыссăр вырăнсем пулаççĕ. Собр. † Тек-тек килме тетерлек мар. Я не пигалица, чтобы часто прилетать (сюда). Ст. Чек. Эпĕ ĕнтĕ тек-текех килмĕп кунта (редко буду приходить). N. Тек-те-текех, то-и-дело.

телей

(тэл’эj, т’эл’эj), счастье. N. Хĕвел аннă вăхăтра турă телей валеçет, тет, çавăнпа çывăрма хушмаççĕ; çывăрсан телейсĕр тăрса юлать, тет. Сюгал-Яуши. Ман юлташ пысăк пулă тытнă та, кăçкăрса ячĕ: ай, ман телей! терĕ. N. Телее укçа парса илме çук. N. Пирĕн телее йытă çинĕ пулĕ. Ст. Чек. † Шурă аккăш вĕçет, ай, малалла, ик çуначчи юлат, ай, каялла. Эпĕр шухăшлатпăр, ай, малалла, пирĕн телей юлат каялла. (Солд. п.). Орау. Халăхсене телей валеçсе панă чухне чăваш урине сырса юлнă, тет. Трень-к. Анчах манăн хот вĕренме телей сахал полчĕ: школ хамăр ялта çок полчĕ (не оказалось). N. Çул çинче выртакан япалая тупсассăн, хуçи тупăнсан та, ăна каялла ним укçасăр пама юрамасть, телей çухалать, теççĕ. ЧП. Çинçе пилĕк, хура куç, кам телейне курса (на чье счастье) ӳсет-ши? ЧС. Чăнахах та (и действительно), ман телее (на мое счастье) унта шыв юхса выртать. Юрк. Телейне хирĕç (к счастью) хăйсем ялĕнче ана-çарансене çĕнĕ ятсемпе уйăрсан (çĕнĕпе тусан), ачисем ята кĕрсен тин пăртак сывлăш иле пуçлат. Бюрг. Телейне хирĕç хунĕ пырат-кĕрет те: мĕн ĕçлен эсĕ, кĕрӳ? тесе ыйтат. N. Пайтах вăхăт иртсен, çак çук-çынни ватăлмалăх кунĕнче, телейне хирĕç, пуя кайрĕ, тет. N. Манăн телей пулмарĕ çавă йăвăç тăрринче. N. Ман телее темскер çисе янă. Якейк. † Вăрмана карăм — шанки çок, киле килтĕм — арăм çок, ахаль пирĕн телей çок. N. Телей çине телей. N. Телей курса пурăннă чух хĕн-хурлăх манăçа юлать (бывает забвение о несчастьи). ГТТ. Телей пĕтни. Т. VI, 21. Асăнатпăр, витĕнетпĕр ачамăрпа. Вăсен телейĕнчен те пулин, килен-каян телейĕнчен те пулсан, патăр. Çырлах! (Ака пăтти). N. Пасара карни (= кайрăн-и)? — Карăм.— Мĕн илтĕн? — Пăрçа илтĕм.— Ак телей! — Телейи-япали, кĕпер урлă каçрăм та, тăкăнчĕ-карĕ. Чебокс. Ман телейпе, на мое счастье (потом в оригинале учителем исправлено на „телее“). Истор. Хыçĕнчен ăна темĕн чухлĕн ухăсемпе пере пуçланă анчах, унăн телейне кура, пĕри те тивертеймен (не попал). N. Унтан вăл хăй те, виçĕ çул пĕр телейсĕр патшара ларсан, усал тискер вилĕмпе вилнĕ. Кн. для чт. 11. Ун телейне кура çав хутрах урампала ача пырать. Баран. 110. Çĕр ĕçлекен телейĕнчен тырра пĕтерекен кайăк-кĕшĕк çуллен темĕн чухлĕ пĕтет. Ачач. 98. Ача телейне пула, халь çинче ашшĕ ăна нимех те усал тумарĕ. || Доля, судьба. Орау. Этемĕн хăй телейĕ ĕнтĕ ун, курассине курать. N. Пирĕн телей çанашкал полчĕ поль. Видно, такова наша судьба! N. Эх, пирĕн телей икĕ вĕçĕ те шĕвĕр полĕ! N. Пирĕн телей малтан пырат, çынсем курма килеç тем чул. Турун. Эпĕ поян çынăн телейĕ, тенĕ.— Ман телей ăста? тесе ыйтнă вăл вара. Лешĕ каланă: санăн телей ял хапхи патĕнче, тенĕ. Шор-к. Авалхи çынсам каланă: телейна (= телейне) пĕл те, Москава кай, тенĕ. N. Телейне пăх та, Мускава кай, теççĕ. (Послов.). N. Мĕн тăвас тен эсĕ, хамăр телей çампек (= çавăн пек) поль. ЧП. Эпĕ ĕмĕтленетĕп малалла, телейĕм туртать каялла. Байгул. † Телейрен иртекен çутă тĕнче пиртен те юлĕ-çке çак тĕнче. (Песня на поминках). || На конце пальцев, со стороны противоположной ногтям, расходятся складки кожи, в виде как бы концентрических дуг; у некоторых эти дуги образуют как бы законченную спираль, у других этого нет. Эта спираль называется телей (счастье): у иного оно есть, у другого нет. КС. || Встреч. и во мн. ч. N. Телейсем çапла пулчĕ пуль пирĕн тĕлтен! Такова, видно, наша участь. (Из письма). Курм. Телейсам.

тем

(т’эм), неизвестно что. См. темĕн. Регули 510. Тем (темĕнле) полать-ха. Не знаю, что (еще) будет. Синьял. † Вăрман хĕрĕнчи кăвак пĕлĕт, тем çăвасси пур халĕ. Пуç капташки-маклашки, тем курасси пур-халь ун. Сунт. Тем тăвассу пур. Не знаю, что мне сделаешь (т. е. ты со мною ничего не сделаешь. Ответ на угрозы). ТХКА 49. Тем тăватăр ĕнтĕ (не знаю, как вы решите), кайма та хăрамалла, лашасене те шалккă, тет анне. Амăшĕнчен ыйтсан: ашшĕ тем тăвать, тет. СТИК. Тем пулат, тем килет-ха, тен мункунччен вилĕпĕр-кайăпăр! (Погоди, вот доживем до пасхи, там увидим). || Неизвестно какой. Шел. II. 64. Ма ан кăтарттăр (почему не показать), вăл тем япала мар вĕт (не бог-весть что). Истор. Иван Калита аслă княçра чухне вĕсем тем сăлттавпа (по какой-то причине) Радонеж ятлă хулана куçнă. Все, что угодно; весьма многое, разнообразное. || N. Уйăх хушши мар, пĕр эрнере те тем пулас, тем килес. N. Темрен те паха. Дороже всего на свете („дороже не знаю чего“). Ст. Яха-к. Çав кунсенче тем те курăн çавăн пек япаласене (увидишь много подобных вещей и не знаю каких). || Нечто страшное. Шел. 102. Саншăн (из-за тебя), пĕчиккĕскершĕн, пире темех тумĕç-ха (ничего особенного не сделают). || Не знаю. Регули 481. Тем, пĕлместĕп эп. Не знаю, мне это неизвестно. Ib. 486. Тем тес. Не знаю, что сказать (quid dicam nescio). Орау. Час килет-ши вăл? — Тем, пĕлместĕп. Ib. Пырать-ши вăл, çук-ши? — Тем тăвать („не знаю, как он поступит“). Придет ли туда? — Не знаю. Якейк. Виçĕ пус окçа та çок, тем тума пĕлес халь (не знаю, что делать). N. Пирĕн тем тумалла çук япалана. N. Эпĕ орăх хоть те ярирăп-и, тем. || Не знаю, что об этом сказать (затрудняюсь определенно высказаться). Орау. Вăл хăй кăмăллă япшар çын пек туйăнчĕ те, тем тата. Мне показалось он любезный человек, впрочем не знаю... || Иногда только смягчает последующее заявление, или отнимает от него силу полной уверенности. Торп-к. Пичĕшĕсем ыйтаççĕ, тет: макăртăн-и мĕн, Хăрхăн, тесе калаççĕ, тет. Пике калать, тет; тем, макăрман та, йывăç турачĕ çапрĕ те, çавăнпа кушшуль тухрĕ, тесе каларĕ, тет. Регули 843. Тем, каяс çок вăл паян. Ib. 482. Тем, корман эп. Не знаю, я не видал (мне кажется, я не видал). Другой смысл (с иною интонацией): „мне по этому делу ничего не известно, я не видел“. || Должно быть, кажется, как видно, возможно. Панклеи. Попĕ корчĕ те: Макçăм, сан кĕсре окçа кăларать, тем, тет. Орау. Тем, ку Йăван кĕçĕр килмеçт пуль (наверное, не придет; верно, не придет; как видно не придет), кĕтес те мар. Никит. Татнă пек çырлине сутсах килет тем. Видимо, она придет домой тогда, когда продаст набранные ею ягоды. Янтик. Хулана карĕ тем (повышение голоса на „хулана“). Видно он в город поехал. Сред. Юм. Паян çăмăр пôлать тем? Возможно сегодня будет дождь? N. Ĕни сĕтсĕр мар тем те (кажется): çаканĕ нăмай та, çанпа çитмеçт, корнать. Орау. Ирех юрлатăн, ачам, тем сан паян макăрмалла пулать пуль. Регули 485. Вăл тем. Кажется (думаю, что), это он. N. Сахат чарăнса ларчĕ тем вăл çĕрле. Б. Нигыши. Старикки каланă (старухе): çарăкне хăпарса курмасăрах кулатăн тем (кажется), тесе калать, тет. Якейк. † Ай акиçем, йăмăксам, тем ытлашши каларăм поль, кайтăр-поттар! ан тийăр. (Солд. п.). Нюш-к. Эс манран пĕр виç çул аслăрах-ши? Эс манран пĕр виçĕ çул аслăрах тем вара (еще более увеличивается продолжительность). Панклеи. Чăнах тем. Кажется и в самом деле правда. || Как будто, словно будто, quasi is. Регули 480. Эп, тем, каларăм сана. Не знаю, сказал ли я тебе (как-будто я сказал тебе). N. Тем пĕр-пĕрне çиленнĕ пек, тек пĕр-пĕрин патне нимĕн хыпар тумасăрах пурăнатпăр. С. Айб. † Турă утма савса эп ӳстертĕм, тем хам савăнса ларса, ай, çӳрес пек. („Тем“ придает здесь оттенок раскаяния). Сунт. Тем, пуян çынсем пек. Ib. Çанталăкĕ, тем, сулхăнлатрĕ. N. Тем, аван мар пек туйăнать. || Нередко соединяется с другими выражениями или предложениями. Регули 484. Те ярас тем. Не знаю, посылать (послать) ли, или не посылать (послать). Ib. 780. Вăл пирĕнтен инче мар; те килет тем конта, эп она пĕлместĕп (не знаю придет или нет). N. Мĕскерле, чăваш хушшинче пурăнса, чăвашла вĕренейчĕ-ши вара (а удалось ему выучиться)? — Тем, вĕренейчĕ-и вара (или: те вĕреннĕ тем, или; темĕскерле вара). А когда он жил в чувашах, удалось ли ему выучиться по-чувашски? — А не знаю (а не сумею тебе сказать). Бр. п. водку 16. Хамăр ялăн каччисем темĕншĕн тем ыйтмаççĕ (не сватают). N. Тем авланас пулĕ салтака каяччен. || Не знаю почему. Изамб. Т. Тем вăрçаççĕ вара? || Не знаю что; шут знает что. N. Çавăн пек сăмахсем вĕсенĕн урăх та нумай: çавăн пек пулсан, тем курас пулĕ (испытать придется). С. Тим. Курăкран çӳхе, темрен вăрăм (длиннее не знаю чего). || Что-то. Шурăм-п. Тем калас, тет пулмалла. Должно быть, что-то хочет сказать. Сред. Юм. Тем алхастарнă поль сире. (Çынсĕм пит чарăнмасăр вылясан, кôлсан калаççĕ). Уже не... ли (указывает на одну из возможных вероятностей). Ib. Пĕр пит йосав каччă иртсе кайрĕ, хăтана каймарĕ тем (т. е. уж не пошел ли он невесту сватать?). || Что-то (= почему-то). Орау. Пĕр çулнехи пек кахатлăх ан пултăр кăçал (как бы не случиться неурожаю), тем çăмăр çук. СТИК. Тем пуç ырата пуçларĕ, те сĕрĕм çакланчĕ. Что то начала болеть голова, не знаю — угорел. Алгаз. Тем урамалла пăхрăм та, çынсем мăкăр-мăкăр вуласа чупаççĕ. N. Çынни тем чирлĕ, типшĕм, лутра хăйне хăй хавас мар пек кăтартат. || Служит для усиления. НИП. Тем пысăкĕш чăрăшсем (огромные ели). Орау. Вучĕ тем çӳлли çунать. Пламя поднимается на огромную высоту. || Употребл. в чувашизмах. Сред. Юм. Тем çăва ятлăччĕ çав! Не знаю шут знает, как его звали! Ib. Тем çăва патне ярат онта мана! Не знаю (шут знает), зачем посылает он меня туда! N. Тем мурне (также: тем ахратне, тем шуйтанне, тем хăяматне, тем масарне; тем çăвине, почему-то). Сред. Юм. Тем çăвалла çын ô, нимпе те манран йôла пĕлмес. Шут знает, что он за человек — все за мною вяжется. Ib. Паян ô кайни такçанах, тем ĕмĕр пôрăнчĕ ôнта (долго находился или пробыл). Ib. Тем чир пик аса та илмен эп ôна. Не знаю, я как-то не припомнил этого. Ib. Тем çăви полнă. Не знаю, что случилось (шут знает, что случилось). Шурăм-п. Хăйне теме (dat.) хурса, таçти пухура пек, никам ăнланайми сăмах калать. С крайнею гордостью он произносит никому непонятную речь, как будто на каком-то важном собрании. Ск. и пред. чув. 57. Тем хăтланман-ши, темĕскер туман-ши? Не наделал ли он чего? Сĕт-к. Çав пачкалăка тĕкĕ пемелле (надо подпереть подпорой): тем çĕрех солăнса кайнă. || Чорт знает к чему, зачем. Орау. Тем ухмахне палăртать вăл. К чему обнаруживает он свою глупость?

тем пек

подобно невесть чему; очень, весьма сильно. Истор. Тем пек хытă вăрçнă. Толст. Патша тем пек çиленсе çитре (страшно рассердился), тет. СТИК. Вăл (она) акăшне тем пек чарчĕ, тет те, çав леш (та) нимне те итлемерĕ, тет. (Она всячески уговаривала сестру не убивать брата...). Изамб. Т. Акă, тем пек ĕçлĕттĕм, анчах вăй çук. Коракыш. Çул çинче санран тем пек итсе пĕлĕç (будут настойчиво расспрашивать). N. Тем пек юрасшăн тăрăшать. Янш.-Норв. Хăйсем кассисем ăна (девку) пурте мухтаççĕ, кил-йышĕсеи те тем пекех юратаççĕ (страшно любят). Н. Шинкусы. Хăйĕн халĕ тем пек пăхас шухăши те пур-тăр (самому, чай, очень хочется погадать). Орау. Эпĕ чăвашла кăшт (или: пĕчĕк) хут татăк çине çырнине те тем пек (вулаттăм). Ib. Пуçăм тем пек ыратрĕ (болела). Ib. Хăне хăй тем пекех хитре тесе шутлать пуль. Небось, считает себя за писанную красавицу. Ib. Чĕмпĕрте эпĕ те тем пекех вĕренесшĕнччĕ, анчах атте вăй çукран ниçта та вĕренме яман. N. Анне мана тем пек тинкерсе пăха пуçларĕ. N. Вăл мана вăрçнă чуне тутаран патакпа çапрĕ те, ман тута тем пек шыçса карĕ [страшно распухла, у меня всеё (т. е. всю) губу разворотило]. Сĕт-к. Хĕвел анасса тем пекех кĕтетĕн вара. Çĕнтерчĕ 14. Çуттине парсан, тем пекех аванччĕ те. N. Эпĕ хам сăна (портрет) тем пекех (с удовольствием) ӳкерсе ярăттăм, ӳкерекенех çок конта. КС. Тем пекчĕ те çав (очень желал-бы, но...). || Невыразимо приятно. Якейк. Çав вар вĕçĕнче сив шу ĕçрĕм те, тем пекех туйăнчĕ (или: полчĕ). Ib. Ăна пыл çини тем пекех туйăннă çав. Шел. 166. Тем пек маттур хĕрсем те (первейшие красавицы) пит юратса çиеççĕ. Цив. Лаши çине утланса ларчĕ, тет, тем пек улпут пулса (как невесть какой барин). Т. VII. Лартсассăн, вăл çын çак ямăшкăпа тем пек калаçа пуçларĕ (пустился в разговоры), тет. || Изумительный, великолепный. Каракыш. Ирччен тем пек хула пулса ларнă (возник).

темшĕн

неизвестно почему. Иваново. Пĕрре темшĕн, кил аякрах пулмин те (хотя до дому не очень далеко), эпĕ вырăс ачисемпе шкултах çывăртăм (заночевал).

тем

(т’эм), чем (при сравнении). КС. Тем ку нуштана куриччен, ӳте-пĕве ют çĕр-шыва хываччен, лучше çăмăлтарах пулĕччĕ мана. Тим.-к. † Тем тăхăр тенкĕ париччен, тăхăрвун тенкĕ парас та, хамăр ялтан тухас мар (лучше взять невесту из своей же деревни). Яргуньк. † Эпĕ атин аслă ывăлĕ, тем салтака кайиччен, алăк кашти пулас мĕн (лучше бы уродиться столбом у повети). Тогач. Тем инче кайса çӳреччен, кӳр хам пăхса ярам (давай я тебе погадаю). Кильд. † Аслă ялта аллă ача, тем аллă ачана шаначчен, хамăр патра пурнтăр-и.

темĕн

(тэмэ̆н’, т’эмэ̆н’), неизвестно что, что-то. N. Вăл ăна мĕн каланă? — Темĕн каланă (или: темĕн каланă, пĕлместĕп). Альш. Анчах унăн сăмси тăрринче темĕн шурри пур: кукша (çутă) пуçлă çын пек курăнать (у утки из породы „кукша-кăвакал“). || Невесть что, бог знает что... Юрк. Тĕтĕресси темĕн мар-тăр-çке (т. е. не представляет большой трудности). N. Сĕлĕ вăрлăхĕ çитерни пĕр сехет хушшинче темĕн курмалăх пур. || Употребл. для обобщения. Альш. Унтан лерелле вара Кӳренсем-темĕнсем каяççĕ (и не знаю, какие-то еще селения). Ib. Шапа кĕписем-темĕнсем (и еще какие-то травы), шăтат хăмăш [растет (вырастает) тростник]. || Не знаю(-ем). Сред. Юм. СТИК . Темĕн, кашкăр-ши вара! Не знаю, едва-ли это волк! (Так и в Сред. Юм.). Юрк. Темĕн, курмарăмăр, теççĕ ыттисем те. Не знаем, мы не видели, говорят и остальные. Ст. Чек. Темĕн, астумастăп (с оттенком сожаления, иногда преднамеренного, в том, что сказано другим человеком). || Выражает сомнение. N. Эпĕ сывă юласси темĕн? Не знаю (сомневаюсь), останусь ли я жив. N. Çăмюн вилес пек выртат; çак кунсене ирттерейи темĕн. Шихаз. Ентĕ кун пекех пулсан малалла каясси темĕн. Едва ли при такой обстановки пойдешь дальше. || Как будто. Пазух. Улма йывăç касрăм, темĕн Атăл тăрăшне тухас пек. Ух пек çинçе пӳме ӳстертĕм, темĕн атте-аннене юрас пек. || Пожалуй. М. Васильев. Çывăр, çывăр, тĕлĕк кор, атто тарĕ, темĕн, хор. Чăв.й. пур. 25. Эсĕ, темĕн, çунтарса ярăн, тесе, элек тупса сутниксене йыхăрса пынă та, Яккăва тилкепепе юпа çумне кăкарса пит хытă хĕненĕ. ЧС. Усал сăмахсем калаçса, вăрçса çӳресен, темĕн, начар пулĕ. || Как бы не... Толст. Анчах асту, ан шавла, ан ӳсĕр, темĕн хăратса ярăпăр тата (как бы не спугнуть), терĕ. || Как ни... N. Пристăв аллинче Окунĕв сăнне (фотогр. карточку) тытса тăрса, мĕн тухакан пĕри: Окунĕв мар-и, тесе тăрать. Анчах, темĕн аппалансан та, Окунĕва тытма пултараймаççĕ-халĕ. || В отрицат. предложениях — ничто. N. Ман шухăшпа пулсан, халăх ĕçе тĕрĕс тăвас тесен, çакăнтан ытла темĕн те тума кирлĕ мар. || В чувашизмах. N. Вăрлăхĕ вăл илсе акма темĕн хаклă япала мар (не бог весть какая дорогая вещь). N. Унтан вара вăл каланă: темĕн тесен те (как бы то ни было, а...), пирĕн çĕр çаврака. Букв. 1904. Ача ăсĕ çав: темĕн йĕмелли пур вара çав чĕпĕшĕн (не стоило бы и плакать из-за этого цыпленка)! N. Йĕрин! темĕн вилмĕ халĕ, йĕрĕ-йĕрĕ те, чарăнĕ. Пусть плачет! Не больно умрет (т. е. ведь не умрет же); поплачет, поплачет, да и перестанет. N. Темĕн кунĕпех ĕçлемĕн-халĕ. Ведь не будешь же целый день работать.

темĕн вăхăт

очень долгое время. N. Çавăнтан вара темĕн вăхăт пĕччен эпĕ вăрмана кайма та хăраса çӳреттĕм (боялся).

темĕн тĕрлĕ

сильно, vehementer, valde. Юрк. Ирхĕне тăрсан, пуçĕ тата çапла темĕн тĕрлĕ ырата пуçлат. Ib. Санăн çыруна эпĕ темĕн тĕрлĕ хĕпĕртесе вулăп (прочитаю с великою радостыо). || Очень. Юрк. Хай чăваш арăмне ташлаттарас текен вырăсĕ тӳсеймесĕр ларнă çĕртен сиксе тăрат та, савăнса, тытăнат хăй темĕн тĕрлĕ ташлама. Ib. Çĕнейменнинчен хăй çавăн чухлĕ илесшĕн. Пăхăсăн, никам унта кĕрешекен çук пурте: вăл темĕн тĕрлĕ вăйлă-тăр, тесе, кĕрешме хăраса тăраççĕ. Истор. Темĕн тĕрлĕ ӳкĕтле-ӳкĕтле пурăнма вĕрентнĕ. N. Темĕн тĕрлĕ çиленчĕ. Ст. Чек. Темĕн тĕрлĕ аван. || Продолжительно, долгое время. N. Лашине темĕн тĕрлĕ кантарсан тин килне таврăнма шухăшлаççĕ. || Разнообразный. N. Анчах пирĕн Россия (Раççей) пит пысăк патшалăх: унта темĕн тĕрлĕ халăх, темĕн тĕрлĕ йăла. || Ужасный. Илебар. Темĕн тĕрлĕ шăршă тухрĕ (от сжигаемого трупа), тет.

темĕн чухлĕ

то же, что темĕн чул. Юрк. † Шурă хăваран шурă пӳрт эпĕ лартрăм (поставила), темĕн чухлĕ тиек кĕрес пек; çаккăн чухлĕ пĕвве ӳстертĕм, темĕн чухлĕ ыра сăмах илтес пек. N. Кирек камăн та, хай пурăннă вăхăтра, темĕн чухлĕ манмалла мар вăхăтсем пулаççĕ (много незабвенных минут). N. Вун çулхи ачасем килте темĕн чухлех ĕçлесе пулăшаймĕç (т. е. от них большой помоги быть не может). N. Хулине илсе темĕн чухлĕ çын вĕлерсе пĕтернĕ.

темĕнччен

неизвестно до чего (до какого предела), очень, долго. N. Аероплан, вĕçсе пырса, хула çинче темĕнччен тăчĕ. Юрк. Çапла темĕнччен кала-кала пырсан, мĕн çырассине каласа пĕтерсен, тиекĕнчен: мĕн çырнине вуласа пар-халĕ, епле, аван çыртăмăр-и? тесе, ыйтат. Чăв. й. пур. 34. Йыхăрма пырсан, çав çын темĕнччен йăлăнса тăрать вара: тарăхашшăн атя, тесе. ЧС. Çапла темĕнччен (scr. темĕччен) темĕскер тепĕр каласа кĕл-тăвать, анчах эпĕ мĕн-мĕн каласа кĕл-тунине астумастăп.

темĕскер

неизвестно что. Бр. п. водку. 5. Çав апайăн вара темĕскер пур манпала (что ей до мени, что она меня не оставляет в покое)? N. Темĕскер тума çыру ямастăр эсир? || Какая-то вещь, что-то. Ст. Чек. Çаксем ялан темĕскер çухатнă пек шыраса çӳреççĕ. Баран. 87. Çавăнтах темĕскер хури курăнса кайрĕ. Регули 198. Эп илтрĕм, эсĕр темĕскер попленĕ. Орау. Кил-ха конта, темскер пур! Иди-ка сюда, здесь что-то естьI N. Тухтăр патне çӳретĕп: те суять, те ахаль лăплантарать: нимех те çук санăн, тет, çапах темĕскерсем (какие-то лекарства) ĕçме хушрĕ. || Что-то особенное. N. Халĕ хĕлле мар, хыт-сухана та яма пулать, вăрмана та. Çарансем çинче те темĕскер çук вĕт (ничего особенного нет). || Шут знает что. ГТТ. Темĕскер туса хĕл иртет. Зима проходит шут знает за какими занятиями (т. е. без видимых результатов работы). N. Эпир ăна: темĕскер пулĕ, тесе, ĕнесене хăварса тартăмăр. || Употребл. для обобщения. Альш. Хăятран лерелле темĕнле-темĕнле ялсем каяççĕ вара унта: Çĕнĕ Хăятсем темĕскерсем. || Какое-то существо. Актай. Каллах кусен сĕтне (их молоко) темĕскер ĕçсе кайнă. Артюшк. Анне, ав лере темĕскер килет, шап-шурă сухаллă, аллинче темĕскер пур. || Какой-то. Шурăм-п. Вĕреннĕ çынсем çĕнĕ лайăх япала тупса кăларсассăн, тĕттĕм халăх ăна ирĕксĕр илнĕ пек анчах илет; малтан: темĕскер усал япала вăл, тесе, хăраса тăрать. || Что-то, почему-то. Болезни. Эсĕ мĕнпе чирлерĕн? тенĕ. Лешĕ каланă: „эпĕ нимĕнпе те мар, çынсем хĕлле, ĕç çук вăхăтра, юмах итлесе, чĕлĕм туртса ларнă çĕре, хурал пӳртне кайкаласах чирлерĕм темĕскер. Шурăм-п. Хĕрарăмсем те урамра темĕскер кумаççĕ (что-то, по какой-то причине снуют туда и сюда). Ib. Темĕскер астумастăп. Темĕскер астуми пултăм. Что-то не помню. Я что-то начал забывать. Ib. Темĕскер çӳрейми пултăм эп. Я что-то, почему-то, начал хворать. || Неизвестно (трудно определенно сказать, так ли это). N. Анчах, тен телейне кура, темĕскер (м. б., на его счастье, что-ли), тăлăх-турата Пахум Унтри арăмĕ усрава илнĕ. N. Краçниккăв, çакна кура темĕскер, хăй çурт-йĕрне 5500 тенкех пама пулнă. || Пожалуй. БАБ. Ку, темĕскер, хамăра вĕлерсе пĕтерĕ, тесе (боясь, что он их убьет), хăраса пурте киле тарса кайрĕçĕ, тет. || Должно быть, что-ли (предположение). Коракыш. Вăн пĕркунне эпĕ сире армана мĕнле чармаллине каларăм-ç-ха, çавна халĕ пĕвеленĕ. Пĕри итленĕ темĕскер, тенĕ. N. Халь вăхăт çук темĕскер. БАБ. Анне те, те хурланчĕ темĕскер те, куç-çулĕ шапăрах юхса тухрĕ.

темĕскерле

неизвестно как. Ст. Чек. Ку япалана темĕскерле тумалла. N. Вăл сасса илтсен, пĕтĕм чĕре темĕскерле пулса каять (при сильном, неприятиом возгласе с сердцем что-то делается особенное). Юрк. Эпĕ темĕскерле пулса кайрăм (смутился?)-Епле çырмалла? тесе, эпĕ вĕсене хирĕç каларăм. || Неизвестно какой; странный. N. Вăл темĕскерле çын: тек хăй тĕллĕн калаçса çӳрет.

темме

почему-то. Изамб. Т. Темме утă çулассине юратаççĕ (сенокос любят). Аттик. Темме тăваçç çиччĕшне (поминки), эпĕ ăна пĕлместĕп.

темскер

неизвестно что. См. темĕнскер, темĕскер. Хăр. Паль. З2. Пĕлĕт çинче темскер, пысăк çаврака япала кусса пынăн туйăнать. N. Анне, уçă мар, темскер полчĕ. || Что-то. Тораево. Такмакра темскер тутлăскер пулĕ, тесе... Предполагая, что в сумке есть что-нибудь сладкое. Орау. Пуç çине темскер ӳкнĕ пек туйăнчĕ. Как будто (или: показалось, что) что-то упало мне на голову. КС. Темскер чĕлхи вĕрсе ĕнесене ĕçтерсе хăварчĕ. (Знахарь) произнес какое то заклинание, напоил коров и ушел. Регули. 774. Исе кайри тен темскер, эп корман. Я не видал, унес ли он что-нибудь („что-то“). Ib. 779. Эп она пӳрте кĕнине кортăм; тен темскер исе кайрĕ полĕ, эп она корман. Я видел, как он вошел в избу; может быть, он что-нибудь унес, но я этого не видал. || Хăр. Паль. 34. Мĕнле çав тери алтать-ха аслати темскер. || Должно быть (предположение). Ставится при приблизительном обозначении количества, как русское этак. Орау. Пĕр сакăр çула çитсен темскер (когда мне исполнилось лет этак восемь), атте мана пасара илсе кайрĕ. || В чувашизмах. Ст. Яха-к. Вăл ăстарик çак кĕлĕре темскер каламаннине хăвармасть (чего-чего только не наговорит), анчах эпĕ ăна пурне те тĕпĕ-йĕрĕпех пĕлсе çитерейместĕп (т. е. всего не помню).

тен

(тэн’, т’эн’), может быть, возможно; авось. N. Тен, вăл вăхăтра пӳртре никам та пулман. Ал. цв. 15. Мана пӳрсен, тен, эпĕ сан патна каллах та тавăрăнăп. Бес. чув. 9. Лайăх çитерсен, пырĕччĕ те, тен, анчах лайăх çитересси ăçта ĕнтĕ вăл ку çулсенче (где уж хорошо кормить на этих годах)! N. Пăртак шухăшлăса тăркаларăмăр та: тен, курмĕ-ха, тесе, пĕринчен пĕри иртерсе (взапуски), вăрманалла чупса кайрăмăр. Туперккульос 6. Малтан ленксе чирленине çын, тен, ирттерсе те яма пултарĕччĕ. Сунт. Ашшĕ ун, тен, ĕмĕр килмĕ. N. Кăна (это письмо) илсен, тен, мана валли пĕр-ик минут тупăнĕ — мана çырса ярăр часрах. Абаш. Тен, вăл сан патна кĕрĕ (зайдет). Истор. Шведсем, тен, пире темиçе хутчен çĕнтерĕç, анчах эпир вĕсене çĕнтерме хăйсенченех вĕренĕпĕр! Б. Олг. Пăрахма (уступить) полмас ман, паранкă таса (хорошая) ман. Воç леш çынне (у того человека) ил; вăл, тен, йӳнех парат полĕ, онне ил (купи). N. Тен, ăçта пĕлес (кто знает)? Пире хĕрхенсе ачасене те тупса парĕ, тенĕ. Ib. 468. Вăл килĕ, тен. СПВВ. Х. Тен, парĕç-ха. Может быть, еще дадут. С. Дув. † Çакă хăта патне килсессĕн, тен, чыс курмĕ тесе, пĕлетре? Альш. Тен, çапла лара-лара кайнă ĕнтĕ вăл тĕнчи (население этой местности разселилось все так). Ала 94°. Вăсем татах ыйтнă: тен, кунтах пулĕ пирĕн ача, тенĕ. N. Тен, парĕç, теççĕ. (В Якейк.— тетен). Истор. Паян сывă, ыран, тен, тупăка выртăпăр, тесе пурăннă. N. Суйланă çынсене, тен, тĕрлĕ майпа илĕртме, тĕрлĕ майпа хăратма тăрăшĕ. Якейк. Йăван ули, тен, çавăн чух капан тăрринче пулнă. || Пожалуй. Абаш. Тен, çомăр полать паян. Сред. Юм. Паян ôкçа ыйтма ан кай-ха эс ôн патне, килте çôк-и, тен, ô. Ты сегодня не ходи к нему за деньгами, пожалуй, его и дома нет. N. Тен палхав тухса ан кайтăр (как бы, пожалуй, не случилось бунта), тетĕп. || Вероятно. Уганд. || Часто соединяется с вопрос. частицами. Бес. чув. З. Çук, эпĕ ахаль: тен чирлемен-и-вăл, тет; пулать вăл хăш чух çапла. Якейк. Вăл килет-и тен-хе (тетен вăл килĕ-ха). Может быть он еще (энкл.) придет. N. Тен, эсир янă писме те çавăнта карн тен. ТХКА 77. Вырăсла питех пĕлменскер, çырассине хам йăнăш çыртăм-и тен. Ск. и пред. чув. 20. Хăямат енчен-и тен, вĕçет-килет текерлĕк. Абаш. Онăн окçа пор-и тен. Ib. Вăл контах-и тен. Ib. Хăйсемех исе карĕç-и тен. Орау. Каймаçть те-и-ха тен вăл паян. Он сегодня, может быть, еще и не пойдет. Трахома. Илтнĕ пулĕ-ха, е курнă та-и тен, епле хăшĕ-хăшĕ куç пирки тарăхса çӳреççĕ. ППТ. Тен, çулахи пек çĕр типĕ, кун ăша пулсан, вăсене те ытăчĕ-ç-и тен (т. е. рубахи и обувь скинули бы и бросили), анчах халĕ сиврех, те çавăнпа кăна чарăнса тăраççĕ пулас. Регули 467. Çавă вăл-и тен. Ib. 469. Эсир паян каймастăр-и тен. Ib. 470. Çавă вăл полать-и тен. Может быть, это он. Ib. 489. Вăл тури (= турĕ-и) — тен. Ib. 1390. Килет-и тен, тăхта пăрластăк (погоди немного). Чăв. к. Шур Атăлсем урлă каçнă чухне тен шур пулă тытса çирĕр-е? Пĕвĕрех çурта, çӳçĕр ука, тен пан-уммн çисе ӳсрĕр-е? С. Дув. † Пĕвĕрсем çурта, сăнăрсем улма, тен пан-улмн çисе ӳсрĕр-е? Ст. Чек. Тен эс çапла турăн-а? Букв. 1904. Çинчех тухтăр патне кайнă пулсан, чĕрĕлĕччĕ тен-и тен? || Кажется (выраж. сомненне). СТИК. Çавăнта карăн-а тен? Çавă пачи (= пачĕ-и) тен? Ib. Çавă килчи тен. Кажется он пришел. Ib. Тен çавă хĕнери? (Сочувственно говорит взрослый человек ребенку, когда тот плачет). || Соединяется с другими выражениями возможности. Юрк. Ĕнемĕре тен куç ӳкрĕ пули (= пулĕ-и) — пит начарланчĕ-çке, тет. N. Каваш паракантан та сыхланса тăр, малтан ăна мĕн кирлине пĕл, тен вăл хăйшĕн канаш тăвать пулĕ, тен вăл сан çинчен шăпа ярасшăн пулĕ. N. Тен эсир хăвăр пĕлекен улпутсем урлă мана, Хусаналла сĕтĕрме пултараймăр-ши? || Что-ли (выражает недоумение). КАЯ. Çапла çав, килемей! пирĕншĕн таштан инкек тупăнса килет-и тен: ĕнер Тумия урнă йăтă тулланă. || Не знаю. В. Олг. N. Тата чӳречесем шап-шурă шăнса ларнă вăхăтра та вăл урамра çара-уранах (босиком) çӳретчĕ. Темле çӳретчĕ тен, эпĕ шухăшлатăп та, ун тӳсĕмлех нумай пулĕ, тетĕп. Сред. Юм. Тем çăвине памас-и тен. Не знаю, почему он не лает. || Как будто? Капк. Тен, çуна сасси илтĕннĕ пек туйăнса-а кайрĕ. Кан. Тен, чĕрене касса кăлараççĕ-и? Ib. Йӳнĕ таварсем татах илсе килчĕç-и тен? В. С. Разум. КЧП. Илтĕннĕ (надо: илтĕнне?) кура (по слухам), Яппунире çĕмĕрĕлнĕ хуласем вырăнне пĕтĕмпех шыв илсе ларнă-и тен (как будто затопило водой).

тенкел

(т’эн’г’эл’), скамейка Вута-б. Так во многих говорах. || Стул (так, напр., в говорах б. Буинского у.). См. пукан. Чертаг. Тенкел, стул, скамейка. || Скамейка для катанья с горы. Тет. Эпĕ аннă чухне хранипе тенкелĕн вĕçне анчах лартăм.

тенкĕ

(тэҥ’гэ̆, т’эҥ’гэ̆), серебрянная монета (всякая, вообще). Н. Карм. † Аллă иккĕлĕх тенкĕ те яка тенкĕ, чулавалник илмеç (= илмест), мĕн тăвас? Кн. для чт. 82. Якăнат кайран сĕтел патне пырать те, сĕтел çинче пĕр пилĕк пус тенки выртнине курать. Изванк. Упăшки арăмне атă тăхăнтартнăшăн е пĕр, е ик тенкĕлĕх тенкĕ парат. Янш.-Норв. Тенкĕлĕх тенки, пултинник тенки. Пус. Чӳк туна чух малтан тĕнкĕлĕх тенкĕ пышшĕ (= пысăкăшĕ) пашалу пĕçереççĕ, тет. Янтик. Çак виç тенкĕллĕх хут укçана пĕрер тенкеллĕх тенкисем туса пар-ха (разменяй на серебрянные рубли). || Рубль, целковый. N. Миçе тенкĕпе лартмаллине кайран калаçăпăр. N. Çынсем анине З тенкĕпе вырчĕç, вăл пĕр чĕрĕк ытларахшăн 2 тенкĕ яхăн илчĕ. N. Мĕн пурĕ пилĕкçĕр тенкĕ те пилĕк тенкĕ пулчĕ (т. е. 505 р.). N. Пĕр тенкипе ачасене колач исе пар. С. Айб. Манăн пин тенкĕм укçам та çук. Кама 5. Эпĕ сана икĕ пăт та вăтăр кĕрепенке ыраш панă. Пăтне 4-шар тенкĕрен — вăл пулать 11 тенкĕ. Якейк. Анчах лайăхраххине илес тесен, пĕр вун тенкĕсем хушмалла пулĕ-ха (придется прибавить рублей десять). N. 500 тенкĕрен (по 500 р.). N. Çирĕм вĕллерен çирĕм пăт пылĕ пулать, саккăршар тенкĕрен çĕр утмăл тенкĕ, тата пилĕк йышĕ саккăршар тенкĕрен хĕрĕх тенкĕ. N. Уйăха миçе тенкĕпе пурнатăн (получаешь)? Кадыш. Вĕсем вуншар тенкĕрен (по 10 р.) хĕрĕх тенкĕ тăраççĕ. N. Тенкĕ çурă, полутора рубля. || Серебряный рубль. Хурамал. Çĕлĕкĕ çине, çамки тĕлне тенкĕ çакаççĕ, пĕтĕм тенкĕ и çур тенкĕ (рублевики и полтинники).

теп-теп

подр. ударам. Орау. Çӳлте вăш-вăш, аялта теп-теп. (Авăн çапни). || Подр. Ударам по спине. N. Мана çорăмран теп-теп анчах тăваççĕ (тузят по спине кулаками). || Подр. звукам шагов. Мижула. Онтан та полмин, кĕпер урлă теп-теп тесе каçса карĕ, эпĕ çавăн чохне тăлăпа уçса пăхрăм, ним те çок.

тепăртак

(тэбы̆рдак), немножко. N. Но тата эпĕ тепăртак çырам. N. Тепăртак тăрсан (немного погодя), куршĕ ачи ман пата пычĕ.

тепĕр

(тэбэ̆р), другой (второй), второй из двух; alter. Срв. урăх, другой, иной, alius. Б. Яныши. Çак пулă çисе ларнă çĕре тепĕр кашкăр чупса пычĕ, тет. N. Хай юмăçи тепĕр сĕтелпе тĕпел кукăрне ларнă. Йомзя села в угол за другой стол. Орау. Паян сучĕ пулмарĕ, тит, тепĕр сута хăварчĕç (отложили до другого заседания суда), тит. N. Тепĕр конче, на другой день. || Еще один, и еще один, praeterea unus. Орау. Кунсăр пуçне тепĕр каç анчах çыврап. Кроме этой ночи я переночую (здесь) еще только одну ночь. Яргуньк. Вара арăмĕ, Йăван çывăрсан, çак груша тата икĕ валяй дубинушкăпа тепĕр тутăр илчĕ те, хăйпе пĕрле варлă пурăннă ĕмпӳ ывйлĕ патне тарчĕ. Синерь. Пĕр шăшипе тепĕр сала-каяк икĕ пĕрчĕк сĕлĕ тупнă, тет. (Одна) мышь и (еще один) воробей нашли зернышко овса. Изванк. Тата лере чăх пусса çиме пĕр пĕчикрех хуран, тепĕр пуçламан пичке лартрĕç. N. Пĕр кĕпе, тепĕр йĕм, тепĕр носки, тата пилĕк листă хут. Шибач. Онта пычĕ тепĕр çӳçĕ. Туда еще пришел один портной (сначала приходил плотник). N. Вон тенкĕ панă полсан (она ему), тепĕр пилĕк тенкине (другую пятишницу) калах ыйтап (с него возьму назад?). N. Тата тепĕр часси (кроме того, часы) парса ятăм. Йӳç. такăнт. 15. Усал, яхăна та ямасть, ваттисемпе ятлаçас тесен! Çитĕнĕ акă тепĕр Вирĕс Лăриванĕ, каттăршнай... N. Тепĕр май çавăр. Коракыш. Пемесен (если не застрелишь меня), эпĕ сана пĕр çурăма, тепĕр курка сĕтĕме парăп, тесе каларĕ, тет (медведь). Альш. Ес-кӳллĕн тăрăшшĕ сахалтан пĕр çухрăм пур-тăр, урлăшĕ тата тепĕр çур çухрăма яхăн пуртăр. С. Айб. Тата тепĕр çĕр пар-ха. Еще сто рублей дай-ка (точнее: еще одну сотню). N. Унăн пĕр аллине касса татнă, тепĕр çур çăкăр парса хăварнă (брат). Эпир çур. çĕршыв 19. Киремет тĕми айĕнче çăл куçĕ, тата пĕчикçĕ кӳлĕ пур. Инçе мар тепĕр кӳлĕ лакăмĕ пур. НАК. Унпала пĕрле мăн-кĕрӳ арăмĕпе ларать кĕçĕн кĕрӳ, тата тепĕр шăппăрăç ларать. || Иной. N. Рикшиусем хăш чухне талăкра хĕрĕхшер-аллăшар çухрăм чунаççĕ, чупасса тепĕр лашаран та хытăрах чупаççĕ (шибче другой лошади, т. е. быстрее иной лошади). Ачач 100. Куракансем те пулнă. Пĕччен кăна çӳремест, тет. Тепĕр юлташĕпе, тет. Кан. Тепĕр сăмахпа каласан (иначе говоря): çемьере тăватă ятак пулсан, вăл киле пĕр кил вырăнне памалла. ТХКА 8. Тепĕр çĕрте чăвашсем çĕр çынтан сакăрвун çын траххомпа чирлени пулнă. N. Тепĕр пуян патне кайсан та, кун пеккине тупас çук. || Еще. Ст. Яха-к. Маçилке карчăк вара: тепĕр ик-виç кунтан (еще дня через три) килĕп, тесе янă (сказала пришедшей к ней женщине). N. Тепĕр ик уйăхран, еще месяца через два. N. Тепĕр икĕ эрнерен (недели через две) пыма хушрĕ. Шарбаш. Тепĕр пăластăк (= пĕр ластăк, немножко) тăрсассăн, постояв (побыв) еще немного. Шугур. Ц. Килте тепĕр çула яхăн (еще с год) пурăнсан, аннепе пĕр арман хуçи патне пурăнма карăм. N. Тепĕр кон чол порăнсассăн, прожив еще столько же. N. Тата тепĕр олтă çохрăм. Еще шесть верст. Кан. Унта чăваш тăватă кил. Тепĕр икĕ чăваш килĕ вăрмана, кăк çĕрĕ çине лараççĕ (еще два двора чуваш селятся в лесу, на росчисти, на чищобе). N. Атте çук, анне 55 çулта, тепĕр аппа куçсăр, эпĕ 15 çулта. || При перечислении может значить: первый, второй, третий и т. д. || В другой раз. Сред. Юм. Тепĕр килсен (в Курм. тепре килсен), при втором приходе. Никит. Тепĕр пынă çĕре тухатмăш карчăк каллах ал ĕçĕ (алĕç) тытса ларать. Когда он пришел во второй раз, колдунья опять сидела за рукодельем. || При обозначениях времени иногда указывает на повторенне, наступление в будущем той самой поры или того момента когда говорящий произносит свои слова. КАЯ. Тепĕр çак кунччен (до сегодняшнего дня следующего года) мана тьыха парсан, каçарăп. (Слова киремети). N. Тепĕр çак вăхăтчен. Собр. Тепĕр çав вăхăтчен. || При обозначении приблизительного счета соответствует русскому еще приблизительно. N. Тепĕр иккĕ-виççĕ, еще два или три. N. Тепĕр ик уйăхран, еще месяца через два (т. е. приблиз. через 2 мес.). N. Тепĕр пилĕк уйăхран тата (татах) килĕп. Месяцев через пять я опять (еще опять) приеду. N. Прик кон шăнтса, тепĕр эрне пылчăк. || Следующий. КАЯ. Тепĕр кунче (= кунĕнче) аттесем кунĕпех ĕççĕрç (= ĕçрĕç). На другой день (postridie)... Изванк. Тепĕр кунчех, на другой же день. Б. Яныши. Тепĕр эрнере тунтикун пирĕн пата Сăранкассисем мана йĕп кăларма илме пурчĕ. N. Тепĕр кунĕн ирхине, чух шурăм-пуç (= çурăм-пуç) килнĕ чух, ирех çитрĕç Мускава. См еще прим. Оп. исслед. чув. синт. II, 66 (внизу).

тепĕрех çеç

еще один. Изамб. Т. Тата тепĕрех çеç çăлам [скошу еще один („еще один только“) сноп травы], тесе, эпĕ кĕлте çыххи (свясло) турăм.

тепле

(т’эпл’э), неизвестно как, каким образом. Срв. теепле, телепле, тенепле, тепленĕ. СПВВ. Тепле, теепле, тенепле. СТИК. Тепле (с эмоц. ударением на первом слоге) пырса кĕнĕ, хам та тĕлĕнеп. Как это угораздило меня притти к нему. Ib. Тепле ӳкеймерĕ: чис ĕçерĕнсех карĕ (сорвался) вĕт. (Выражает удивление). В. С. Разум. КЧП. Тепле пулать ĕнтĕ, пĕлместпĕр: те килеет, те килеймест. (Салтакран килес çынна çапла каласа кĕтеççĕ). || Как бы то ни было. N. Ун пек çын тепле те çын пулать. || Как ни... Юрк. Тепле йывăр пулсан та, ача-пăчана хутаç çакса, ыйткаласа çӳреме яман. Ib. Пирĕн çын тепле начар пурăнсан та, праçникре мĕнте ют çын пырса кĕрсен, сĕтел хушшине лартса, чипертерех силлеме тăрăшат. || Как-то. Вăл тепле йăл кулса ячĕ. || Каким-то образом. N. Тепле тирĕс хушшинче ахах пăрчи (= пĕрчи) тупăннă. Никит. Çырмара, пичкене шыв тултарнă чухне, кунăн сылтăм ури тепле вакка кайнă (попала в прорубь). || Неизвестно как. N. Ну, Никколай, халь хам çӳреп те, тепле ĕç пуçтарас, тепле ачасене тăратса каяс. || Не знаю, что будет, что случится. ТХКА 53. Пĕр начартарах кĕсре, икĕ тьыхаччĕ пирĕн. Вăрмана яркаланă та вĕсене. Тепле ĕнтĕ. Вăрласа каймасан, кашкăрсем тытмасан, юратьчĕ, тепле ĕнтĕ. Альш. Тепле (не знаю), те час килейреп-ха эпĕ, те час килеймесп унта, питĕрсе кĕр-ха эсĕ, тесе калать, тет, ку. Синерь. Тарья каларĕ, тет: сирĕн пӳртре пĕр вăрăм хĕç çакăнса тăрать, çĕтрен (= çĕртен) те маччана çитичченех, терĕ, тет. Старик каларĕ, тет: тепле епле пулсан кирлĕ хĕçĕ вăл, кин, терĕ, тет. || Как-то набравшись храбрости. Никит. Шуйттан, тĕп сакайĕнчен укçа тупса тухнă чухне, аслă ачи тепле кăмака умăнче выртакан çивĕч пурта (= пуртта) илнĕ те, шуйттана каснă. || Неизвестно почему, не знаю почему (nescio quo pacto). Юрк. Пурте (дети) ĕçлеме юратаççĕ. Ку тепле кахал пулчĕ. Изамб. Т. Апат çиме пĕлет ку, тепле ĕçлеме пĕлмест. || Пожалуй. Букв. 1886. Эпĕ çĕре ансассăн: тепле, атте витене хупса хăварĕ, тесе, лаша кӳлме те анмарăм. || Неизвестно какой. Янтик. † Хапхăрсем вырăсла — уçаймăп; кăмăлăрсем тепле — юраймăп. || Какой угодно, любой. Кн. для чт. II, 129. Вăл (горилла) хăй тепле тискер кайăка та çĕнтерме пултарать. Изамб. Т. Тепле чирпе чирлесен (те), лашана масар тавра илсе çавăрăнаççĕ.

теплелле

(-л’л’э), как-то, почему-то. Конст. чăв. Эсĕ салтака кайрăн-и, каймарăн-и? терĕç. Эпĕ: каймарăм; манăн ун чухне урасем теплелле сывах марччĕ (у меня в то время почему-то, ноги были не совсем здоровы), терĕм.

теплескер

неизвестно кто; неизвестно что. Юрк. Хăвăрт авлансан, теплескер пулат (неизвестно, какая жена попадет). Ib. Эсĕ ун чухне теплескерпе хура-халăхпа юнашар утса пыраттăн (ты с кем-то, с простолюдином, шел), эпĕ сире ун чухне вăтанса пуç таймарăм.

тепремĕш

второй, другой. N. Эпĕ мĕшĕн хуйхăрап? Манăн пирвайхи — эпĕ кунта пĕччен, тепремĕш — хам çуралнă çĕр-шывран пит аякра çӳреп.

тертлен

(тэртл’эн’), трудиться, маяться, стараться. Ст. Чек. Тертлен, работать, напрягая все силы; маяться. N. Эсĕ тăрăшса тертленсе тунă пурлăхна шăпа ярса уйăрмĕç-и-мĕн? Ст. Чек. Якур тертленет, тертленет çак аслăкĕ хыçĕнче, халĕ те туса пĕтереймен. N. Йăтса кайма инче пулнă; тертленсе пĕтнĕ те (замаялся), çĕклемне (ношу) çĕре хунă та, калать: вилĕм килинччĕ хăть! N. Йăтса каясси инче пулнă, тертленсе пĕтнĕ. Калашн. 4. Иван хăй çамрăк чухне тертленни те çитĕ. СТИК. Çамрăкла нумай тертленнĕ. Ib. Эй мăнтарăн çынни, тертленет-ĕçке (продолжительно, годами трудится, работает изо всех сил). N. Икĕ çĕр çул хушшинче аслă улпутсем аллинче тăрса сахалах тертленмен. N. Пульнитсă уçăлнăранпа темиçе çĕр чăваш куçпа тертленсе пурăннинчен хăтăлнă. N. Осем те пирĕн пекех тертленеççĕ: тăпра çине выртса çывраççĕ. Альш. Алли шыçат та, тахçанччен тертленсе çӳрет (долго маялся). Н. Седяк. Тертленес = асапланас. Юрк. Чăваш арăмĕ те ăна хирĕç: эсĕ ăнсăртран шыва кайса вилсен, санăн упăшку, çамрăкскер, тата çичĕ тапхăр та авланма пултарат; эпĕ шыва кайса вилсен, манăн упăшкам, хăне юрăххине тупаймасăр, авланмасăр тертленсе пурăнĕ, ăна шеллесе эпĕ малтан каçасшăн мар, тет кулса. || Стараться, домогаться. ГТТ. Чеереххисем авантараха кĕресшĕн тертленнĕ. Более пронырливые старались попасть на лучшие места.

тетен

(те+и+тен), может быть, возможно. N. Ку лавккара йӳнерех параççĕ-и тетен? (В др. гов. ку лавккара йӳнерех параççĕ те-и-тен? Вопросы не означают сомнения в правильности фразы). Алик. Мана тетен вĕлерĕç, вара çĕçĕ тăрăх йон юхса анĕ (стечет). Изванк. Мур, тетен эсĕ хамăр ял çынех пулĕ, тетен шыври пулсан та, вутри пулсан та, хирти пулсан та, вăрманти пулсан та, тетен урăх япаларан пулнă пулсан та, ăçта сана ăсатса яратпăр, çавăнта кай. (Изгнание мора). N. Контах полсан, тетен чĕрех йолăп (останусь жив). || Нередко соединяется с вопр. и др. частицами. КАЯ. Тетен кăна хутпах пĕлтерни тен (м. б. известили), те ĕнертемпе хăй илтнĕ. Н. Шинкусы. Тетен чăн та-и (может быть, и верно), терĕç. Ходар. Тетен эпĕ сире кӳренмелли сăмахсем каларăм пулĕ. В. С. Разум. КЧП. Тетен вĕсем ăна шухăшлаççĕ те пулĕ.

тылла

(тылла), мять (лен, конопель). Якейк. Паян çĕр çорăм сӳс тылларăм. Ib. Сӳс тылласа пĕтереп уш. Ib. Вăл кĕт сӳсе халччен тылласа пĕтермесен, намăс. Сред. Юм. Кантăр тыллас тесе, кантăра хутса кăларсан, çуркунне типĕтсе, сӳсне уйăрса илнине калаççĕ. || В перен. см. Сред. Юм. Эпĕ сана пĕр ярса тытсан, кантăр тылланă пик тылласа пăрахăп (прибью). Ib. Кôшака пĕрех май тыллать. Якейк. Çолса илч те, тылласа анчах тăкрĕ (избил). || Оттаскать за волосы. КС. Çӳçĕнчен пит хытă тылларĕ паян ăна вăл (оттаскал). СТИК. Çӳçрен тылласа илчĕ (или: лăскаса илчĕ). Оттаскал за волосы.

тырă

(тыры̆), хлеб в поле. N. Çĕр ĕçлесе тырă тума. Виçĕ пус. ЗЗ. Ун пек курăксем начарланнă çĕре çĕнетсе тырă аван пулакан тăваççĕ. N. Тырă сахал акаççĕ вăл енче. Тырăран (в отношении хлеба) аптăрасах каймаççĕ. Орау. Тырсам вырса пĕтерсен (после жнитва). Юрк. Тырăçем кăтăрса (отлично) пулнăччĕ. Тăв. 46. Вĕсен тыррисем те çук. N. Тырă татса пулмас. Не всегда бывает хороший урожай. N. Хăш чухне тырă татса пулмас. Якейк. Ĕлĕк тырă вырса Хорашаш праçнĕк (8 сентября) иртсен тин пĕтернĕ. Пĕр арăм Хорашаш праçнĕкĕнче çапла йорланă: „Виç ана тырра вырмашкăн, ача-пăчая хăвартăм, хамăр ĕçкĕре çӳретпĕр“. Он чохне çу та, кĕр те пит йĕпе полнă. Çăмăр нумай çунипа вырнă тырăсене кĕрконне шăн çинче торттарнă. Çораки тума Якори тĕлĕнче (2З апреля по ст. ст.) тохнă, çĕртме тума Петровски (29-го июня ст. ст.) тĕлĕнче тохнă, ыраш аки çине первайхи спас иртсен тохнă. Сборн. по мед. Ачалă арăмсем, мĕскĕнсем, тырă çинче (во время страды) ачисемпе нумай асап курса пĕтетчĕç. N. Тырă сутма иртет-и, иртмест-и? N. Петĕр тырă пĕтсен (по окончании страды) кайрĕ. N. Тырăсам лайăх пулчĕç. N. Тата тырă хамăрăн çĕнĕ тыр(р)а çитри çиме? Хватило ли у нас до нового хлеба? N. Тырă вырма пĕр тенкĕ полчĕ (жиитво стоило 1 рубль). N. Тырăсем мĕн хакра çӳреççĕ? Каковы цены на хлеб? N. Тырă акнă йолашки З8 пăт тохрĕ. После сева осталось З8 пулов. Изамб. Т. Тырă пĕрчилĕ улăм. Ib. Эпĕ хăранипе тырă тăрăх тартăм (убежал по хлебу, по загону). Ib. Тырă пит лайăх пулнă, тет. Ыраш пуссинче лашан пĕкки курăнми ыраш вăйлă пулнă, тет. Альш. Этемре Пукрава укçа нумай ĕнтĕ: тырă сутти укçи, хăяр сутти укçи. N. Çак ялсен кăçал тырă пĕрттех те çук (прямо совсем нет). N. Тырă патне çитрĕмĕр. Ере эрнерен кайса похах троппор (= пăхах тăратпăр). Чхĕйп. Каçхи сылăм ӳкмесен, тырă тĕшши выçă пулат. Юрк. „Тырă вырнă вăхăтра пулат: ывçă, кĕлте, тĕм, карта, çĕмел, сурат, майра-пуçĕ, йăран, ана, ака варри, утрат, пăрусна, ана палли, хăмăл“. || Хлебное зерно, жито. Вишн. 75. Тырра йĕпетсе ăшă çĕре хураççĕ те, вĕсене шӳтерсе шăттараççĕ; вара çавăнтан салат тăваççĕ. N. Ака тырри исе акаймарăм. Не сумел посеять яровых хлебов. N. Тырă акма кайнă чух, çул çинче тырă пĕрчĕкĕ выртнине курсан, тырă аван пулать, теççĕ. Ib. Çула, уя тырă кăлармасăр, кил-хушши е урам шăлсан, теллей пулмаст, тырă пулмаст, тетчĕç. Ib. Уя тырă кăларнă чух çул çинче ырă мар çынна е кушака, йăтта курсан, телей мар, теççĕ (тĕшмĕш). N. Тырринчен улăмĕ хаклă. (Загадка: соты и мед). ЧС. Çынсем çуннă тырăсене пуçтарса сăвăраççĕ. Регули 108. Эп онтан ут илтĕм, тырăпа çӳресшĕн (чтобы возить хлеб). || Полевые работы (хлебопашество). Альш. Тырра вĕсем ялĕ-ялĕпе пĕрле ĕçленĕ.

тырă пусси

поле, засеянное хлебами. N. Паян эпĕ тырă пуссинче лаша çӳренине куртăм.

тыт

(тыт), держать; брать в руки. Якейк. Порçăн тоттăр йăмăкăм, пуçа çыхса каям-ши, алла тытса каям-ши? Регули 101. Вăл тытса тăчĕ вăлсене ӳкесрен (вăл тытса тăчĕ: ан ӳктер, тесе). Он держал их, чтобы они не упали. N. Онта çулла хорлăхан çырли питĕ нумай полать. Çавна вĕремсĕр татса çисан, алли ним те тытими полать, тенĕ. Ст. Шаймурз. † Пилĕке тытса ташлама çут пиçиххи пусанччĕ! Шурăм-п. Йăван салтак пăтине сулахай аллипе хуран (тамăка хурантан тунă) çумне тытса сылтăм аллинчи мулатакĕпе вăй çитнĕ таран çапрĕ. Ала 93. Ашшĕ утса пырса çӳçĕнчен ярса тытнă та, çӳлелле йăтса тăратнă; хуллен, сак çине çӳçĕнчен тытнипех, уттарса кайса лартнă. N. Вăл ăна (вăрра) аллинчен çатăртаттарса тытнă та, çавăтса пырать. Кан. Татăка аллийĕнчех тытса выртнă. N. Вăкăра пĕри мăйракаран (за рога) пăявпа тытса тăрать. || Поймать, ловить. N. Сат хуçи ман юлташсене пурне те тыта-тыта ватнă. Юрк. Çавăнтан вара ку пуçлăх тытăнат кăсене эрехпе тытма: монахсем шыв ăсма кайсан, калле килелле килнине кĕтсе тăра пуçлат. Баран. 119. Вăрманта темиçе тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк пурăнать. Çынсем вĕсене тыта тăраççĕ. Альш. Мана Петĕр тытса ирĕксĕрлерĕ (изнасиловал). Регули 665. Эп тытнă полла исе карĕç. Ib. 440. Çӳресен, кайăкне тытинччĕ. Ib. 441. Кайăкне тытинччĕ; кайăкне полсан тата ярăтăмччĕ. Ib. 437. Эп тытăпин, мĕн тăвас санăн. Ib. Вăл кайсан кайăкне тытсанччĕ. Ib. З28. Вăл ялан онта тытакан. Ib. З27. Вăл онта пол тытакан. Ib. 237. Вăл она тытни лайăхчĕ. Ib. 230. Пол тытса килет. Пол тытса килчĕ. Ст. Шаймурз. † Курайман та çынсем питĕ нумай, тытсах çыхаймĕç-ха хĕрпеле. Ала 60. † Картишĕнче, аттеçĕм, сакăр сар ут, пĕрне ан тыт, атте те, пурне те тыт. ТХКА 49. Ытла тĕттĕм те, çапах кайса тытмалла пуль лашасене, терĕ атте. Ib. Атьăр, эппин, каяр. Шыраса тупар, тытса килес лашасене. Ib. 86. Шураç ачисем кĕтӳрен лашасем пыра-пыра тытаççĕ. || Хватать. Изамб. Т. Ачасем алăран алла тытнисем юпа пулнисен алли витĕр тухаççĕ. Тораево. Вĕсем кайран парнине пурте пырса тытнă. Альш. Авал салтака тытса (силою) панă. Ст. Чек. Аллăма ярса тытмарăм (не сделал, не было желанья, праздно?). Ib. Мана, тарçа тытнă пек: навуса тăк-ха, тет. Аллăма ярса тытмарăм. Орау. Темскер хăямач çине ларнă та, пырать... Теме те тытса кӳлĕç, тăрсан-тăрсан! Регули 700. Тытмала маррине кăтартрăм. Ib. Тытакан мар çынне кăтартрăм. || Переносно — держать (в руках). ЧП. Эпир илес хĕрсене ашшĕ-амăшĕ хытă тыттăр. || Удерживать. Кан. Сулăнса кайса ӳкме тăрсан, ăна тепĕр хăнана пынă çын ӳкесрен тытнă та... || Удержать (деньги). N. Çĕмĕрнĕ алтăршăн çитмĕл пус (20 к.) тытса юлтăм (или: тытрăм, или: катса юлтăм). Кан. Учрежденин кооператива памалли парăма тытса юлмала. || Производить расход, тратить деньги. Урож. год. Халех пин тенкĕ тытать. || Держать (в чем, что). Янтик. Урана ăшăра тытас пулать. О сохр. здор. Тир тумтир çынна пит ăшă тытать. Регули 691. Тытмалли утне кăтартрăм. || Держаться (за кого, за что), хвататься (за что). Орау. Ан юл, тыт ман аркăран. Кан. Йăвăç татăкĕнчен тытса, хумсем тăрăх 24 сехет хушши çӳрерĕм (плавала). Яндобы. Иван тус, хам çине утланса лар, хытă тыт, тесе калать, тет, кашкăрри. ТХКА 50. Атте малтан пырать, Пуртăсем пирĕн сылтăм алра. Сулахай алпа аттене эпĕ сăхман аркинчен тытса пыратăп. Шăллăм та мана çапла тытнă. N. Эсĕ манран (за меня) тыт (держись), эпĕ унтан тытăп. N. Эсĕ мĕшĕн сăмсăна тытса тăран? Юн каять. N. Килти шухăша тытсан, пĕтерес укçуна та пĕтерес килес çук. N. Манран тытатни? Камран тытан? За меня будешь держаться? За кого будешь держаться? (в собств. см.). N. Тытмаллине тытса пар малтанах. || Застигать, заставать на месте преступления. N. Вăрăпа тытнă. N. Çĕнĕ кутăрта кама эрехпе тытнă? Орау. Хĕрӳ çумăнче тыттăрним мана? Арăмупа тыттăрним мана? Ib. Эсĕ апла калама хĕрпе тыттăрним (= тытрăн-им) мана?... Ib. Эп сана, куçу шăтса юхтăр, парам ак, тытсан. Я тебе дам: пусть лопнут глаза, если поймаю. Регули 725. Эп онта кайсан, мана тытĕç. || Держать (экзамен). Курм. Ваçли! Кай Хусана иксамĕн (-н’) тытма. Ib. Е иксамĕн тытимасан (= тытаймасан), мĕн питпе киле каяс? || Городить. Кан. Шкул пахча картине 42 чалăш çĕтрен тытмалла. Юрк. Хапхипе хӳмисене те тытса çаврăнат (загораживает). N. Якур ав чее, вăл хай пайне карта тытса хучĕ. Чим-халĕ, акă эпĕ те тепĕр çул хам пая тытса хурам, теççĕ хăшĕ. Собр. † Çак ялăн укăлчине тытайăттăм шур хĕлĕхпе, уçăшăн мар, илемшĕн. Изамб. Т. Капан йĕри-тавра вĕрлĕк тытнă. Альш. Елшелĕн ун пек халăхран ыйтмасăр пыра-пыра тытнă пахчасем ăçта пăхнă унтах пур. Ib. Хăяр пахчисем нумайĕшĕ çереме туха-туха тытаççĕ те, çавăнта пахчи-пахчипе акса сыхлаççĕ. || Поражать болезнью (о покойниках). Им приносят жертву, состоящую в бросании кусков калача, меда и пр., напр., при возвращении с базара. При этом говорят: „умăнта пултăр!“ То же свойство приписывается и другим предметам. Ст. Чек. и др. Юрк. Вилнĕ çынна çимĕç таврашĕ е ĕçкĕ таврашĕ хывмасан, çав вилнĕ çын тытат пулат. НТЧ. Киремете пуççапаканнисем пĕри чирлесенех: ах! анчах кăçти киремет тытрĕ-ши куна? юмăçа кайса пăхасчĕ, теççĕ. N. Час-часах вилнĕ çын ялти çынсене кама та пулин тытса чирлеттерет. Ала 2. Апла пулсан та вилĕ тытать, вăл тытминччĕ (хорошо, если бы...), теççĕ. Магн. М. 104. Вилнĕ çын тытни. НЭ 118. Мунча вучĕ тытнă. Болезнь причинил банный огонь. Ст. Яха-к. Çук çав, кирик хăш çын та киремет тытмасăр чирлемеçт; тăвассине ăна çинченех тытса туса пăрахас пулат, юмăç мĕн тума хушнине, тесе калаççĕ вара хăйсем. Коракыш. Ати-апай, ан тытах! Çырлах! Килсе, икерчĕ, сăра çийăр-ĕçĕр. (Ваттисене хывнă чухне калаççĕ). Шинар-п. Халĕ те хăш-хăш çын е ӳслĕкпе пулсан: çав çăл тытрĕ, тесе, çăкăр татăксем кайса пăрахаççĕ, вара вĕсен ӳслĕк чарăнать пулать. Могонин. Киремет çывхăнчен пĕр йăвăç кассан, киремет çиленсе çынна тытать те, çимали-ĕçмели парсан, çураçать, теççĕ. || Покрывать (об инее). Çутт. 77. Хĕлле вара вăл шăтăксене шап-шур пас тытса лартать. || Воспитывать, ростить. N. † Ай, инкеçĕм, Алти инке! Эсĕ тытнă ывăл-хĕре эпĕ те тытса пăхам-и? (Хĕр йĕрри). N. Ăна лайăх тыт. || Воспринимать (ребенка, о повитухе, о восприемниках). ГТТ. Эпĕ унăн ачисене тытнă. Я крестный его детям. Якейк. † Ах, кортăм, хĕр кортăм, тăла варрипа тытнăскер,— ĕмĕр иртнĕн туйăнчĕ. N. Çак хăвăр тытнă ачана хăвăрăн тăван ачăра юратнă пек юратăр. || Приниматься (за дело). Ир. Сывл. З4. Тытаччен çех ĕç йывăр. Альш. Алă ĕçĕ тытат: пĕрне кĕпе çĕлет, пĕрне йĕм çĕлет; пĕринне саплат, тепринне аслатат. Якейк. † Инки сакки — шор сакки, шор шопăрсăр тытмарăм, итту инкия йоримарăм (даже, чтобы лавку мыть, надевала „шопăр“). || Пользоваться, употреблять. Нижар. † Хусан витри — шур витре, эп тытмассăн, кам тытĕ? Çав ял ачи — сар ача, эп каймассăн, кам кайтăр? N. Ку чашкăпа чĕресе вара урăх çĕре тытмаççĕ. Вĕсене ăрасна çĕрте тытаççĕ. || Задержать. Пазух. Ах хăтаçăм, хуçаçăм, виçĕ тавлăк тытакан, çичĕ тавлăк вăл тытрĕ. Истор. Эсĕ пирĕн патăртан кай ĕнтĕ, сана тек (больше) тытмастпăр, тенĕ. N. Шап çурта пек пĕвĕме ӳстертĕм, тем атте-анне тытас пек. N. Эсĕ манăн мĕн çамрăкранпах тытакан ĕмĕтĕм. || Содержать. СТИК. Кил-çурта тирпелесе, тирпей тытса тăракан хĕрарăм мар; ял тăрăх, кӳршĕ-арша яньккат. Ib. Тирпей тытса тăрас, быть распорядительным в доме по чистке и уборке. || Точить. Альш. Тимĕрçĕ пуртă, çĕçĕ тытнăшăн (= хăйранăшăн), кĕтӳçĕ „сăвапшăн“ (= ахальтен). КС. Тимĕрç лаççине кайса, пурт тытас-ха (наточить на вертящемся точиле). || Застрелить. N. Тепĕр çул кайăкçă çак мулкача тытнă (застрелил). || Прикладывать, приставлять. О сохр. здор. Сивĕ шывпа йĕпетнĕ туттăра тытсан та, вăл (укус ужа), тӳрленет. Ала 91. Икĕ аллине тути патне тытатьчĕ те, пуçне кăшт çĕрелле чнксе пĕр шарламасăр, пĕр хусканмасăр ларатьчĕ. N. Пӳрнине сăмси çумне тытнă. || Ст. Шаймурз. Çын панче кăвакал çисен, хурăвăн çуначĕнчен тытсах хур. (Послов.). || Загнать чужую скотину (напр., застав ее на озимях). Орау. См. вĕчче. || Направлять. N. Хăв ăсна хăв тыт, ман пек ан пул. || Насытить. О сохр. здор. Хăш-хăш хĕрарăмсем, яшка тутлă, тутă тытакан пултăр тесе, аша юри вăрах вĕретеççĕ. Виçĕ пус. 4. Тырă пĕрчипе хăярăн тути пĕр пек маррине, тата вĕсем пĕр пек тутă тытмаççĕ иккенне пурте пĕлеççĕ. || Кан. Инке çатма аврипе хăмсарнине хирĕç тытать. || Класть. Синерь. Марья хăранипе аллине пуç çине тытнă чух çав хĕçе тиврĕ, тет те, пурни татăлса кăрават айне кĕрсе карĕ, тет. || Обходиться, обращаться. Тайба-Т. † Йыснаçăмах çавă пур, тыта пĕлсен — ĕмĕрлĕх, тыта пĕлмесен — виç кунлăх. Ib. Илсе тытса пăхтăр-ха. Стюх. † Йыснаçăмах Иван! Тыта пĕлсен — ĕмĕрлĕх, тыта пĕлмесен — виç куна. || Брать в руки, употреблять (напр. книгу), заниматься. Юрк. Çырăва (чтение и письмо) тытас тесен те, пушă марччĕ, ялан ĕçпеле пулаттăм. В. Олг. Алă ĕç тытман эп нимĕскер те. Я не занимаюсь рукодельем. ТХКА 75. Йыснапа улмаш хам та суха-пуçĕ тытрăм. Халиччен суха-пуçĕ тытманччĕ эпĕ.— Вунулт çула çит-ха, вара сана суха-пуçĕ тыттаратăп, тетчĕ атте. Изамб. Т. Вуниккĕре чухнех суха-пуç тытнă. Вунтăваттăра авлантарнă. N. Парнисене пăхаççĕ, тет, пирри-аврисене пăхаççĕ, тет, пурте тĕлĕнеççĕ, тет, хĕрсен пирри авринчен, тытни-тунинчен N. Санюк кĕнекине питех тытмас (не очень-то берет в руки). Орау. Ман кĕнекене кам тытнă? Кто брал мою книгу? (напр., если на ней остались следы). В. С. Разум. КЧП. Ку япала алла тытмалла марскер пулнă. Этого предмета, оказывается, не следовало брать в руки. N. Тытса пĕр. || Браться. Никит. Тепĕр пынă çĕре тухатмăш карчăк каллах ал ĕçĕ тытса ларать. N. Тытнă ĕçе тăвас килмест. Торп-к. † Çакă ялăн ачисем ир тăраç те, чĕлĕм тытаç, çавăнпа хĕрсем юратмаç. Ала 92°. Вăсен кĕписене никам та тытса çăвакан пулман, вăл хăех пĕр вунпилĕк çула çитеччен пичĕшийĕн кĕпине, тата хăйĕн кĕпине никама та çутарман. СТИК. Вăл тытнă-тунă-пăрахнă. || Править, управлять. N. † Чул-хулана тытмашкăн, мĕн авалтан пухнă мул кирлĕ. N. Вăл икĕ лапка тытнă. N. Семен ватăла пуçласан, хăш чухне ывăлĕ Иван (сын его Иван) ашшĕ лапкине те тытнă. N. Тыт (ашшĕ-амăш çуртне). || Хранить, беречь. N. Укçана лайăх тыт. N. Çын çинчен сăмах ан вылят, ху ăшунта тыт. || Тратить, расходовать. N. 15 тенкине çурта тыт (на дом? на хозяйство?). || Издерживать. N. Если панă пулсан (пособие), пӳртрех тытăп. || Поддерживать. Орау. Илем тытса, тĕс кӳртсе, хитрелетсе мухтанать. || Править (напр., лошадью). Янорс. Атте мана: тыт лашуна, манран ан юл, терĕ. Ст. Чек. Ялан амăш хыççăн кăна çӳренĕ, лаша тытса курман-ха. СТИК. Лашăна тыт, держи лошадь в сторону. Сред. Юм. Юрк. † Атăл урлă эпĕ каçрăм сулăпа, суллăн пуçне тытрăм хулăпа. || Держать путь. Собр. Анчах лаша тӳрĕ тытса пырать-пырать те, çавăрнкаласа пăхать, вăл: пирĕн хуçа лайăх ларса пырать-ши, тесе, пăхать. || Иметь в наличии (о деньгах). N. Ĕмĕрте окçа тытса корманнисем халĕ виççĕр тенкĕрен кая тытмаççĕ. N. Халех перекетре пин тенкĕ тытать. Регули 647. Он пак окçа номай тытакан лайăх порнма полтарать. || Уличать? N. Эпĕ вăсене пĕрерĕн тытап. N. Аппаратне (самог. аппарат) мĕншĕн тытмастăр? || Подавать (руку). Сĕт-к. Пĕчĕкиççĕ кинĕм пор, килен-каян ал тытат. (Алăк хăлăп). || Нанимать. Изамб. Т. Ул çул кĕлтене тытса кӳртертĕм. Конст. чăв. Кукка тинĕс хĕр(р)инчех пароход çине çитечченех кимĕ тытрĕ. К.-Кушки. Эпĕ вунтăватта тытрăм. Я нанял за 14 р. Чăвашсем 27. Вара çынна (умершего) çума тытăнаççĕ, ăна хăшĕ хăй çемйипех çăват, хăшĕ тытса çутараççĕ. Чăв. й. пур. 26. Сухине тытса сухалаттарать. N. Укçа парса тытма сан укçа çитмĕ. Орау. Пĕр-ик-виç ача тытсан, туххăмах леçсе парĕç (отнесут). || Принимать (в картах). Сред. Юм. || Пришивать, нашивать, оторачивать. Сред. Юм. Кĕпе аркине шараç тытрăм. К подолу рубашки я пришила тесьму. В. Олг. Сăхмана пир тытас (положить подкладку). Собр. † Хранцус кĕпене кам юратмĕ, аркисене лайăх тытсассăн. Н. Тим. † Шур тăваткăл кĕççе кĕтессине пурçăнпала тытса çавăрнă. Ходите во свете. Нихăш халăх тытман йӳнĕ тĕрĕсем. Альш. † Сирĕн çире камсулсем пит килĕшет, те аркине тикĕс те тытнăран. N. Çухана вара темĕн-темĕн, тутар хĕрĕсеннĕ пек, хутлă-хутлă тытса пĕтернĕ: унта хĕрлĕ, кăвак, сарă, симĕс. Аркине каллах ик-виç хутлă тутарла илемлетсе тытнă. Н. Якушк. † Хăранцуски кĕпи сирĕн пулĕ, тытас арки çанни пирĕн пулĕ. ЧП. Аркине пархат тытнă. ЧП. Эпир йĕтĕн кĕпи тăхăнас çук, хул айне хăмачă тытас çук, аркине харанцуски тытас çук. || Бить (о лихорадке). N. Ах, ачана сив чир тытать, эрĕм шывĕ ĕçтерес. [Шу тытнă ăна, ахаль полас çок. Хора тăван киремеч тытнă полĕ]. || Вести (войну). N. Тата ăна вăрçă тытма, вĕсене çĕнтерме панăччĕ. || Рвать. Б. Хирлепы. † Пирĕн патра юманлăх, тăрăнчен йĕкел тататпăр, кутĕнчен тукăн аватпăр. || В чувашизмах. N. Хăна ху çӳле ан тыт (не зазнавайся). Досаево. Тепĕр кĕркунне вĕренме каяс тесе, эпĕ те шут тытрăм (надумал?). N. Паянхи кун çиме пулмасан, епле вара пĕтĕм çулталăкшăн терт тытăп? N. Хан, çавна илтсен, Александр çине тытса çурас пек çиленсе çитнĕ (обозлился как зверь; был готов его разорвать). N. Мĕн тытас-тăвас пулсан та (при всяком предприятии), ху ĕçлессӳ çинчен аса ил. N. Ах, мĕн тăвас, мĕн тытас! Янтик. † Турта тулли турă утна епле тытса кӳлĕн-ши.

тытăн

(тыды̆н), держаться. N. Эсĕ манран тытăн (держись за меня). || Ловиться. Регули 723. Пол тытăнмаçть. || Попасться. Регули 726. Эп онта тытăнсан, эсĕр мана çăлса кăларас çок. Собр. Вăрăпа пĕрле тытăнсан, хăтăлăп тесе ан ĕмĕтлен, теççĕ. (Послов.). N. Пĕччен вăрланă вăр часах тытăнмаç. || Быть арестованным, схваченным. N. † Катари хулара тытăнтăм, вуникĕ çĕр укçала хăтăлтăм. || Задерживаться. Тытăнса тăтăрччĕ çав вырăнтах. N. Темиçе рас та вăрнас çĕртен тытăнса юлтăм ĕçпе. N. Эс тытăнса тăрсан, пушта ĕлкĕрейместĕн. Если задержишься, то опоздаешь на почту. N. Тытăнса ан тăр. Не медли. || Запинаться (при чтении или разговоре). N. Пĕр тытăнмасăр тĕрĕс вулама, вуланине тĕрĕс каласа кăтартма вĕрентнĕ. || Собраться. N. Киле кайма тытăнчĕ. Собрался домой. N. Эпĕ, эсĕ Хусана тухса каяччен, пĕр кун малтан сан патна пыма тытăнтăм, йăлт хатĕрлентĕм. Альш. Унтан ашшĕ пуçне касма тытăнат, çапах памас. N. Мана вырăнтан кăларма тытăнчĕç (хотели). Изамб. Т. Вут илме тытăнсан, укçи те çук, вутти те пит хаклă. N. Кĕркунне ачасене вĕренме кайма çырнă вăхăтра, эпĕ те кайма тытăнтăм. N. Вăл вуттине тиянă та, килне таврăнма тытăннă. N. Унтан вара эпир киле тавăрăнма тытăнтăмăр. Орау. Пĕрре пирĕн аттесем Шăмата пасара кайма тытăннă. Чăв. й. пур. 20. Вăлсем пĕлнĕ вăл епле çын иккеннине, ăна вара вĕлермех тытăннă. || Вздумать, задумать. Юрк. Килте ĕçлекен çынсем сахаллана пуçласан, тытăнаççĕ кĕçĕн ывăлне, Хĕветкине... авлантарма. || Пробовать, пытаться. Янтик. Вăйĕ сахал çав унăн. Ура çине тăраймас вăл, паян та темиçе хут тытăнчĕ ура çине тăма, анчах çавăнтах персе анатьчĕ вăй çук пирки. || Решаться на..., браться за... Юрк. Чипер пуян çынсенĕн хĕр-ачисене вăрлама тытăнаççĕ. || Приниматься (за дело и т. п.). Н. Шинкусы. Юмăçĕ каларĕ: вăл тавраша пĕлессе пĕлетĕп те эпĕ, анчах манăн халĕ унпалан тытăнса тăрасах килмест, терĕ (т. е. не хочет „пăсташ тасатма“). || Начинать. N. Паянтан тин ĕçлеме тытăнтăм. Ала . Вĕсем патне каçхане кайса ларсан, е хăйсем школа пырсан, вĕсене вĕрентме пуçлатăп. Вĕсем лайăхах тутарла калаçма тытăнаççĕ. Ib. 54. Яла çитсе кĕрсен (когда мы въехали), эпĕ анса кайма тытăнтăм (с телеги). N. Савăт ĕçлеме тытăнчĕ. Изамб. Т. Кĕлте кӳме тытăнни-ха эсир? Юрк. Тытăнаççĕ калаçма. Ib. Виç-тăват кунтан хайхи вилме те тытăнат. Орау. Акă сана калăплă çăпатапа ăшалантарма тытăнсан, ачана çаптарăп! — Ма çыртать тата?.., Ст. Чек. Шăлаварĕ, пĕр çĕтĕлме тытăнин, лăй-лай каят вара. || Начинаться, возникать, oriri? Колыб. п. 6. Çак çĕршыв тытăнса ларнă вăхăтранпала çакăн пек усал ылханлă тавлашу (война) пулман. || Пуститься в рост. Сĕт-к. Хăяр тытăна пуçларĕ. В. Олг. Тытăннă хăяр, пупленок. N. Нӳрлĕ çĕрте хурлăхан та часрах тытăнать. || Собираться наверху (о сметане на молоке). В. Олг. || Закрепиться. Тогач. Малтан кайса пăхсан, шăммисем пĕр-пĕринчен кăть тытăннă. Иккĕмĕш хут кайса пăхсан, пĕтĕмпех тытăнса ларнă, тит. Виççĕмĕш хут кайса пăхсан, пĕр пĕчĕк кайăк пăрт! турĕ, тит те, вĕçсе тухса карĕ, тит. || Появляться. Актай. Пас тытăнни. || Быть в употреблении. Кубово. † Çĕнĕрен илнĕ чĕн йĕвен, пар пичее, тытăнтăр. || Заикаться. Пшкрт. Тытăнса солят. Заикается. || Крепиться, держаться. Толст. Вăл (он) пĕтесшĕн мар пулса, пĕтĕм вăйĕпе тытăнса ларать. || Быть перехвачену (о голосе). К.-Кушки. Ман сасă тытăнчĕ. Пыр халь те тӳрленеймен-ха. Я охрип. Горло все еще не поправилось. N. Ĕслĕкпе (от кашля) сас тытăнса ларчĕ. СТИК. Шăнсан (если простудишься), сасă тытăнат, ӳслĕке ерет çын (у него появляется кашель). Сборн. по мед. Йĕре-йĕре сассисем тытăнаççĕ (у младенцев).

тыткала

учащ. ф. от гл. тыт. Якейк. Торатсенчен тыткаласа (хватаясь за сучья), йăвăç тăрне хăпарса карĕ. Кан. Карта тăрăх тыткаласа килелле уттартăм. Я пошел домой, хватаясь за изгородь. || Держать в руках, брать в руки. Аттик. ЧС. Çак чиртен кайран тетен сулахай алли типе пуçларĕ, пĕр япала та тыткалаймасчĕ ĕнтĕ. || В уничиж. см. кое-какой ловле). В. Олг. Полă паян тыткаларăн-и? Ты сегодня наловил рыбёшки? || Щупать. N. Кĕтернене çул та памаçть, курсанах ăна унтан та кунтан тыткалама тытăнать. || Употреблять (что). ПУ. Вĕреннĕ чухне тыткалакан япаласем. N. Пирĕн пулли-качки... эпĕр час-часах тыткаламастпăр та ăна (не в частом употреблении). N. Тирĕсене (их шкуры) тумтир вырăнне тыткаланă. Çутт. 30. Асту ачусемпе пĕр пит-шăлли ан тыткала, уйрăм шăл. Вино-яд. Ачасем те эрех тыткалама ан вĕренччĕр. || Тратить, расходовать. Аттик. Исе килеç ялтан вăйăç, эрех-сăрана витри-витрипе тыткала пуçлаççĕ. (Пумелке). N. Ытти хăна (тебе самому) юлтăр тыткалама (на расход). N. Хама тыткаламалăх алра укçа пĕр 7 тенкĕ пур. N. Утă-улăмсене перекетлĕрех тыткала. Çутт. 54. Тыткаламалăх укçа пур. Виçĕ пайран пĕр пайне çеç тыткалама шут турăмăр. || Распоряжаться. N. Сан килĕнти тарçă-тĕрçĕне хăй аллипе тыткалать. Истор. Шуйскийсем ун сăмахне итлеме мар; ăна хăйне те ирĕк паман, кăмăлĕсене епле килнĕ, çапла тыткаланă. || Править (лошадьми). НАК. Хĕр ялне пырса кĕнĕ чух, ут тыткалакансенчен пуçне пурте кӳме умне тухса тăраççĕ. Богдашк. † Çил çунатлă ута тыткалама кайăк чĕрелĕ ача кирлĕ ăна. Торп-к. Эсĕ ытла çамрăк, лаша тыткаламалăх çук. || Держать (в строгости или наоборот). N. Намăса пĕлмен ачуна эсĕ хытă хуралла, çемçе тыткаланă тĕле пулса усала ан тытăнтăр вăл. Кан. Пăртак тыткаласчĕ ку Керлие. Букв. 1906. Чим-ха, эпĕ сана, асаннӳне каласа парам, вăл сана лайăх тыткалаканччĕ-ха. Кратк. расск. З0. Вĕрентекен те хытă тыткаланă ăна, ашшĕпе-амăшĕ те ятланă. ЧС. Ваттисем ун пеккине: вилĕн (чит. вилнĕ) çын хăй аллипе тыткалат, теççĕ (т. е. покойники сами хватают тех, кто их оскорбил. Из статьи об утопленниках). || Делать (что). В. Олг. Ĕçленĕ чох часрах, вăр-вар çарăнкалас, тыткалас (делать дело). || Иметь дело (с чем). Юрк. † Ылттăн тăрăлă çуртсем ăшĕнче улпутпала тиек лараççĕ, ялăн шурă хутсем тыткалаççĕ. Собр. Çав укçа кайран урăх çынна тыткалама юрамаçтĕ, тет. ЧП. Ылттăн-кĕмĕл лайăх тыткалама. || Обращаться. Чхĕйп. Вара вилнĕ çын ӳтне шăтăка янă, унта та уна пытаракансам хăраса анчах тыткаланă. В. Олг. Кантăр ытла вăрăм, тыткалама шолтра.

тытса юл

задержать, удержать. Якейк. Вăл мана паян окçа панă чох ĕлĕкхи окçашăн виç çитмĕл (= 60 к. серебр.) тытса йолчĕ. Ib. Кĕтӳрен така тытса йолтăмăр (т. е. поймали из стада). N. Кĕлмĕç пурлăхне укçа вырăнне тытса юлаççĕ. Кратк. расск. 18. Ыттисене эпĕ пурне те тытса юлатăп. О земл. Çапла нӳр тытса юлсан (если будет задержана влага), темĕн пек уяр тăрсан та, тырă лайăхрахах пулать. Нӳр тытса юлăр. || Захватить. N. Тытса юл.

тиен

(тиjэн) не знаю. („Незнай, ненай“). СПВВ. ТА. Тиен, эпĕ пĕлместĕп = темĕн, эпĕ пĕлместĕп.

тиверт

понуд. ф. от тиверкеле; касаться (чем). N. Каçхине сивĕ те, пите-куçа шыв та тивертес килмес. N. Алă тивертме. ЧП. Пĕрехçех те эп тивертрĕм сенĕкпе (ударил жену вилами), мĕнле турри турĕ, ай, чун тĕлне. N. Хăранипе ачасем урисене çĕре тивертмесĕр чупнă (бежали во весь дух, не чуя под собою земли). || Попадать (чем). N. Вăл пăшал пит лайăх тивертет. N. Мана тивертмерĕç. В меня не попади. ЧП. Укалчаран тухрăм, ухă ывăтрăм, сăсар йăвăçне тивертрĕм. Мусир. † Пирĕн gичче Кирилле, çитмĕл çĕре хыпар янă, çитмĕл вĕретĕм сăра тунă: çитмĕл курка тыттарас, тет, çитмĕл курка çитмесен, çавра куркапа çаврас, тет. Çавра куркапа çавăрăнмасан, тимĕр куркапа тивертес, тет. || Ударить кнутом. Г. А. Отрыв. Лашаллисем, урапаллисем анса пушăпа виççĕ тивертнĕ, е урапа тенелпе çаклатса иртсе кайнă, çуранлисем виççĕ ура пуçĕпе тапса кайнă. || Задевать. N. Хăйне те хĕçпе тивертнĕ. N. Ӳте япала тивертсен... Орбаш. † Ан тĕкĕн, Тимохха, тивмен çĕртен тивертĕп. (Коршанкă). || Попадать (о пуле и пр.). Юрк. Салтакĕсем ăна курсан: çар пуçлăхне ахăр лешсем тивертрĕç пулĕ, тесе, хăраса ун патне чупса пырса пăхаççĕ. || Вздуть, бить. СТИК. Эс пит иртĕнсе карăн ĕнтĕ, сана тивертмен-ха! Ты уж очень зазнался, тебе еще не попадало на калачи (тебя еще не колотили). Орау. Ачуна лайăх тивертрĕç (побили). || Futuere. N. Лайăх тивертет (de homine d. bene vasato). N. Вăл хĕре тивертнĕ пулĕ эсĕ, ахаль каламастăн пуль. Другое значение этой фразы: хорошо бьет кнутом. || Поразить (чем). N. Иçĕм-çырли йывăççийĕсене пăр çаптарнă, смоква йывăççийĕсене тăм (морозом) тивертнĕ. || Сделать так, чтобы досталось. Сред. Юм. Мĕн çитменнине çитертĕр, тивменнине тиверттĕр, çырлахтăр, аша каçартăр. (Чӳк туса пĕтерсен, ĕлĕк çапла каласа кĕл-тунă, тет). || Зажигать, поджигать, вздувать (огонь). Иногда соединяется сл. „вут’’. Альш. Вĕсем иккен кăмакине тивертсе, улăм чиксе хăварнă (затопили печь; указ. начало действия). БАБ. Йăвăç кăмпине вут тивертрĕ (зажгла), тет те, ман тавра темĕскер кĕлли (какую-то молитву) вуласа çаврăнма тытăнчĕ, тет. N. Эпĕ хăйă тивертсе илтĕм те, тытăнтăм хам тăшмансене ăшалантарма (жечь клопов). N. Хывнине çав вут хĕррине тăкаççĕ; вутне тивертес умĕн, пумилккене пуснă выльăхăн урисене, пуçĕсене çавăлте пăрахса хăвараççĕ. ЧС. Чĕлĕм тивертсен (закуривши) кайран, шăрпăк кутне улăм çине пăрахса хăварнă. КС. Тивертсе илтĕм. Прикурил (у курящего; та же фраза может иметь и др. значение, соответственно различию в значениях основного глагола).

тивĕçлĕ

надлежащий. || Тот, кто должен, или кому приличествует (дедать что-либо). N. Мана ĕнтĕ килти пурăнăç çинчен сӳтсе яма те тивĕçлĕ, те тивеçсĕр çын эпĕ. || Приходящий кому (на чью долю), принадлежащий, сделующий (кому). КС. Хăйне тивĕçлине илчĕ вăл. N. Ĕçленĕшĕн тивĕçлине тӳлесех тăнă. Хурамал. Мана тивĕçлĕ укçа. СЧЧ. Хай йĕрĕх пĕрни çакăнса тăракан кĕлет (амбар) пире тивĕçлĕччĕ (приходился при разделе имущества на нашу долю). Курм. Мана тивĕçлĕ. Принадлежит мне. Слеп. Çак япала мана тивĕçлĕ (принадлежит мне; так говорят при споре). КС. Вăл пӳрт хама тивĕçлĕрен эпĕ: ăна турттарас, терĕм. Я вздумал свозить эту избу, потому что она полагалась мне. Ала 82°. Эсир мана тивĕçлĕ хĕре калăр: санăн каччу та çаксем пек аван, ни ухмах мар, ни суккăр мар; ву халĕ амăшне пулăшма юлчĕ, тесе калăр, терĕ, тет. || Должно, следует, приличествует. N. † Сирĕн пата килсессĕн, пĕр çавра юрă юрлама тивĕçлĕ. N. Вăл ахаль каласан та, эсĕ тума тивĕçлĕ. Пир. Ял. Эсĕ Янкăлч ялĕнче çĕрпе усă курма тивĕçлĕ. || Родственный по крови. Сред. Юм. Тивĕçлĕ хорăнташ (родственный по крови). Юрк. Тивĕçлĕ хурăнташĕсем. || То, что следует (о цене, о плате). Хурамал. Мĕн хака парассине тивĕçлине кала. Говори (скажи), сколько стоит, за сколько ты отдашь? || Достойный. N. Унăн пурнăçне эпир те пĕлме тивĕçлĕ пултăмăр. N. Çаксене пурне те парсан тин хресченсем этем е тивĕçлĕ пулĕç (будут жить по-человечески). N. Ман пек аскăн пулнă çын, ирсĕр çын ниепле те курма тивĕçлĕ мар аслăлăха куртăм. || Заслуживающий, подлежащий. N. Эпир çавна тивĕçлĕ. Мы того и стоим. N. Сута тивĕçлĕ. Подлежит суду.

тивлет

(тивл’эт’, т’ивл’эт’), благодать, милость, счастье, удача, успех. Разг. С. Мих. 36. Ака-соха тивлечĕпе кона ĕçеттgĕр-çиятпăр. Менча Ч. Иксĕлмес тивлетне парăсăнччĕ, тет. (Моленье). ЧП. Атте-анне çинче пурăннă чух тивлетреччĕ пирĕн çамрăк пуç. Т. VI, З. Çак эсĕ панă тивлете асăнатăп. Ӳлĕмрен те тырра тăррине чакан пек пар, тĕпне хăмăш пек пар... Иксĕлми тивлетне пар. Неизв. авт. ХVIII ст. Иксĕлми тивлетне патăр. Ака соха тивлечĕпе ĕçетпĕр-çиятпăр, поплетпĕр-калаçатпăр. Микушк. † Эпир пуснă вырăна, тивлет пусса тухтăр-и. N. Ырă тăванăм (ятне), çавăн тивлечĕпе çӳретпĕр. Емельк. † Ах аттеçĕм, тетĕп, ах аннеçĕм! Сирĕн тивлетĕрпе çӳретпĕр. N. † Аттепе анне тивлечĕ, çта пырсан та ырлăх пулинччĕ. Пис. † Ах пиччеçĕм, тетĕп, инкеçĕм! Сирĕн тивлетпе çӳретпĕр. Бугульм. † Ах пиччеçĕм, инкеçĕм, хĕр тивлетшĕн çуретпĕр. Стюх. † Нумай пĕтĕ, сахал çитĕ, çак пĕрле тăнине мĕн çитĕ? Атте лайăх, анне лайăх, вĕсен тивлечĕсем пит аван. Сред. Юм. Атте-анне тивлечĕпе çӳретпĕр. N. Вĕсем шыва путса вилесрен хăтăлассине, тивлетĕн пĕлче çук ĕçне малтан кăтартса хунă, тесе те калаççĕ. N. Акă сана та тивлет паратпăр, мĕн пур пеккине; ан ӳпкелесе кай, лайăх ĕçсе-çисе кай. (Гов. покойнику). Альш. † Умăра тивлетсем çунă чуне, кил, силлесе юлар-и чунсене! N. Ан макăрăр ачисем, пуççăр (ласк. выр. = пуçăр) çине (на ваши головушки) тивлет çăват-ĕçке! N. Эпĕ санăн нумай ырăлăху тивлечĕпе сан çуртна кĕрĕп. Собр. † Ах, тантăшăм, тантăшăм! Ан йĕрсем, ан куйлансам, пуçу çине тивлет ӳкет. N. Эсĕ М. хулинче тивлет ĕçне ĕçлесе пурăннă. N. Ывăлĕ-хĕрин тивлечĕ пĕтсе ларĕ. || В ирон. см. Вĕсем ыр çын тивлечĕпе сăмаварсăр тăрса юлнă. || Назв. божества. К.-Кушки. Перекет, перекетне пар, иксĕлми тивлетне пар. Тивлет, иксĕлми тивлетне пар; çырлах, çырлах, сана пулĕ шерпечĕ, пире пулĕ йӳçĕшĕ. Жертв. т. Тивлет (вар. тивлете) така. Ib. Тивлет амăшне така.

тикĕс

(тигэ̆с), ровный, гладкий; плоский. Тим. † Сирĕн çинче камсул килĕшет, те аркипе çанни тикĕсрен. Чураль-к. † Урам хушши тикĕс мар, шăлаканĕ эпир мар, хĕрсем хăйсем ывăнмасан, ывăнакан эпир мар. (Пародия на тат. п.). || Ровно, гладко. N. † Юрататăп эпĕ çил арманне, те тикĕсех çуначĕ çавăрăннăран. Ст. Чек. † Икĕ Атăл, пĕр тинĕс, шывĕ юхат пĕр тикĕс. Пирĕн çамрăк ĕмĕрсем иртейинччĕ пĕр тикĕс. || Одинаково. Орау. Пирĕн тикĕс пулмĕ, эсĕ ху тикĕспе пулин пар. || В см. им. существ. Альш. Пĕр тикĕс çук çĕртен утат. Идет по неровному месту, по кочкам. || Ровненько, т. е. благополучно. N. Ял-йыш тикĕс тăрат-и? Юрк. † Сирĕн курнитсăрсем хире-хирĕç, унăн çийĕ виттисем пĕр тикĕс. Эпир пурсăмăр та йĕр тантăш: иртинччĕ ĕмĕрĕмĕрсем пĕр тикĕс. Собр. Ĕмĕр тикĕс килмест (вар. пĕр тикĕс иртмест), теççĕ. (Послов.). Ерк. 46. Кăçал вăйлă çур килнипе ыраш ӳсет пĕр тикĕс. Бес. чув. 8. Иртнĕ пурăнăçĕ унăн пĕр тикĕсех иртмен: вăл çичĕ çула çитсен, унăн амăшĕ вилсе кайнă. N. „Крестьянский банк“ ĕçĕ пуçланнăранпах пĕртте тикĕс пыман: унăн ĕçне ăрасна-ăрасна пуянсем анчах курнă. || Поровну. Юрк. † Çак киле килнĕ хăнисене курки тикĕс тивет-ши? Сред. Юм. Пĕр тикĕс парса тохрĕ. Разделил всем поровну.

тикĕсле

уравнивать, сглаживать. N. Ирех тухса çулсене тикĕслеме, кĕперсене юсама тытăнтăмăр. Орау. Тикĕсле пулин пар. Акса пĕтерĕп; акса пĕтерсен, манăн тикĕс пулмĕ, эсĕ тикĕсле пулин пар (сделай посев ровным). N. Эпĕ тикĕслеймерĕм, эсĕ тикĕсле-ха. || Подкупить. Истор. Тӳресене Юрий малтанах пурне те парса тикĕсленĕ.

тилĕ

(тил’э̆, тилэ̆, т’ил’э̆), лисица. Якейк. Хора тилĕ, хĕрлĕ тилĕ. ЧП. Тилĕ хăвала, охотиться за лисицей. || Хитрец. N. Вăл тилĕ вĕтĕ, унпа калаçма çук. Ст. Чек. Тилĕ, — 1) ухмах (с тат.), 2) лиса, З) хитрец. Н. Седяк. Эй, тилĕ, тилĕ! тесе калаççĕ; чăнах тилĕ иккен эпĕ, тесе, карĕ, тет.

тилĕр

(тилэ̆р), беситься. Самар. † Çак ачасен тилĕрни амĕш чарсан та чарăнмаç. Ст. Чек. Тилĕрмен пулĕ-çке, тек арăмна хĕнетĕн! N. Тилĕрсе кайсан, вăйлă кăна лекет вара. Если озлятся, взбесятся, то задают жару. Ялюха М. Елле эп унтан начар-и, мĕн-и? Вăл пĕлнине елле эпĕ пĕлместĕп-и? Ун пеккине кăна эп куркаланă ĕнтĕ; эп ăна йăлăнассăм çук, вăл хăй мана йăлăнтăр, манăн тĕрĕс, тĕрĕслĕхрен мĕн тума ăна пăхăнса, парăнса тăрам эп? тесе, тата ытларах тилĕрме тытăнат. || Бредить. Н. Седяк. Тилпĕрен вăррине çисен, этем тилĕрет (т. е. аташать, кăтăрать, ухмахланать). || То же, что тилмĕр. ЧП. Икĕ куçăм, пĕр пуçăм, тилĕ-реççĕ тăвансене курасшăн.

тилмĕр

(тилмэ̆р), умолять, просить убедительно. N. Çырушăн питĕ тилмĕреп. N. Пуççапса тилмĕрсен, тин ирĕке янă. Цив. Вара лаша Кукша Ивана тилмĕре пуçланă: яр мана, эпĕ сана пĕр-пĕр ырăлăх тăвăп, тет. Сред. Юм. Нăмайччин ямасăр тăчĕ, тет, кайран, ачисĕм пит тилмĕрнине кôра, çапах пиллесе ячĕ, тет. Никит. Леш çапах: уçăр! тесе, тилмĕрсе тăрать. Ib. Хуняшшĕ тилмĕрсен-тилмĕрсен, кинĕ-уçса кĕртнĕ. Мĕкĕн Антон 24. Эсĕ мана тилмĕрнипе çавăраймăн. Ерк. 58. Йĕри-тавра йĕркере вир-ял ачи сахал-и? тесе чарать Силемпи Чĕкеç хĕре тилмĕрсе. N. Чонтанах тилмĕрсе çырать. N. Текех тилмĕрмелле ан ту. ЧП. Эпĕ ăна тилмĕрни, нимпа та (= нимпе те) парасшăн мар (усиленно просить). || Пристально смотреть. Ст. Ганьк. Тилмĕр — имеет двоякий смысл; 1) усиленно просить, 2) пристально смотреть. Баран. З6. Пăх-ха ăна, мĕн тĕрлĕ вăл тилмĕрсе пăхать! Ала 55. Татах эпĕ тилмĕрсе пăхрăм. Тилмĕрсе пăхсан, эпĕ палларăм кам кĕлет патнелле пынине (кто шёл). Ib. 54. Эпĕ çынсем çине тилмĕрсе пăхрăм та, вĕсем мĕнле çынне (какие они люди) палларăм. Юрк. Çĕнĕ çуралнă чуна тилмĕрсе халланса пăхсан, çав чун куçăхать, тенĕ ĕлĕкхи çынсем. Ib. Тилмĕрсе вуласа (пăхса) юлаççĕ. N. † Вăрман хĕрри каюллă, тилмĕрĕç-ха выльăхсем. || Иметь сильное желание. Ст. Шаймурз. † Тăвансене курасшăн эп тилмĕртĕм; курсассăн, калаçас килчĕ-çке. || Беситься. Ст. Чек. Тилмĕрсе çӳрет. Бесится, буянит (гов. о пьянице).

тилмĕрттер

вдвойне понуд. ф. от гл. тилмĕр. N. Ĕмĕтленсе пăхакан куçа тилмĕрттерсе ан тăр. НТЧ. Юмăçĕ юри хăйне тилмĕрттересшĕн: пушă мар халĕ, пĕлессе те пĕлместĕп вĕт эпĕ, текелет.

тимле

curare, заботиться, стараться; энергично, упорно настойчиво делать (что). Абаш. Пахча-çимĕçе тимлет. Ib. Апат-çимĕçе тимлесе пĕçерет. СПВВ. Тимлес = тăрăшас. N. Санăн ырă кăмăлна тимлесе йăлăнатăп. N. Юратнă тăванĕн сăмахне вăл хăйĕн чĕрипе савса илсе вырăна кӳме тимлет. N. Чӳлмекçĕ те çавăн пек хăй ĕçне тимлет. Шибач. Вăл ларса та канмаç, тимлесе ĕçлет ӳрĕк-сӳрĕк (противоп: сӳрĕлсе ĕçлет, работает, тихо, плохо). Ерк. 99. Урхапала урса кайса вăрçас чух, йĕри-таври ялти çынна пухас чух, шăла ерсе хĕрĕпеле пуплесе ирттернĕ, тет, эсĕ юратăва тимлесе! N. Вĕсем хăйсене мĕн хушса янине лайăх тимлесе туса пынă. N. Сĕм-тĕттĕм çĕрте тăрăшса (в рукоп. тимлесе) чул шыраса çӳрет. N. Эсĕ мĕн чухлĕ туртăнса тăратăн, çавăн чухлĕ вăл сана тимлесе йыхăрать. N. Вăл пире хăй килне тимлесе кӳртрĕ. || Побуждать. СПВВ. АС. Тимлет — хистет. || Уговаривать, убеждать, настойчиво просить, упрашивать, побуждать. Изамб. Т. Хĕре каччă тупнă чухне тимлеççĕ (уговаривают выйти за него замуж). Ib. Апат çиме ларсан, хăнана тимлеççĕ (угощают). Альш. Чарăн тархасшăн! тесе тимлеççĕ, тет, ку ачана. Толст. Мана тĕртсе ан яр, тесе тимленĕ пекех ман çине пăхса ларать. Ib. Жилин ăна тимле пуçланă. Ib. Мĕн те пулин памĕç-ши? тесе, тимле пуçларĕ. Ерк. 47. Çамрăк хĕрне тимле-тимле ăс вĕрентрĕ Унерпи. N. Кайманнисене те кайма хистĕр (тимлĕр). Ст. Чек. Çав лашана илме тимле-ха (уговори его)! Альш. Сĕтĕре-сĕтĕре, тимле-тимле, ирĕклĕ-ирĕксĕр ĕçтереççĕ (напаивают). N. Эпĕ ăна тăванăмăрсемпе пĕрле сирĕн патăра пыма пит тимлерĕм те, (я настойчиво уговаривал его вместе со всеми родными побывать у вас), анчах вăл халĕ ниепле те пырасшăн пулмарĕ. Ст. Чек. Ăна тимле-тимлех паян ăс карĕ. Я его сегодня уговаривал, уговаривал, и даже устал. Хурамал. Çавăн хĕрне тимлес (= хушас), çав хĕре илтĕр вăл ача, теççĕ. Ib. Ун тимленипе çӳресен, шыва та кайса вилĕн. || Смотреть пристально. Чертаг. Тимлет = пит асархаса пăхать. Ib. Тимлесех пăхать. См. тилмĕр, тимĕр. || Показывать рукой. Панклеи. Хоралçа шыраса топпĕр, тет те, алипе тимлесе кашкăрсам енеле солать, тет. Кашкăрсане хăвалаттарса ярасшăн, тет (медведь).

тимĕрч

кузнец. Чебокс. N. Тимĕрч кунĕ-кунĕпе (целыми днями) йывăр млатукпа шаккаса ĕçлет. Ядр. Эпĕ тимĕрч патĕнче çурласем шăллаттартăм та, киле тавăрăнтăм.

тин

(тин’, т’ин’), только. Кан. 7 çынна пăхсан, тик ку ĕçе юрăхлине тупрĕç. || Только что. Янтик. Тин килтĕм эпĕ. Ib. Тин килнĕ эпĕ! Только что я пришел. N. Сӳнтерме пынă çынсем тин саланса пĕтейнĕ (только что успели разойтись). N. Тин вут хутса çунтарайнă (успели истопить). Кăмаки мăрйине те хупман, тет. Череп. Эпĕ тин кăна çирĕм. Я только что поела. Тогаево. Ăна вара е кăвакал, е хор, е тин çоралнă путек пусса панă, тет. N. Сирĕн патăрта ыраш вырса пĕтн(ĕ)-и? — Тин (только что) пуçлаççĕ, тет. N. Куçĕ йосанас çок тин вăл çыннăн. Итла шотсăр осалччĕ те ахаль те хăва та (уж больно и сам-то он был негодяй). Тин эпĕ унтан хăтăлтăм ĕнтĕ. Сред. Юм. Тин сунă сĕт хăйми тăрăлмас, ô сĕт тутлăрах пôлать. Янш.-Норв. Тин çуралнă ача пек (как новорожденный). Тюрл. Тин троть. Только сейчас встает. || Не ранее, как только... N. Тăват çултан малалла тин астума пуçлаççĕ. N. Ваççа тăват çултан тин утса çӳрекен пулчĕ. N. Вăл çак сăмахсене сана калама виçĕм-кунах каларĕ, паян тин аса килчĕ. Курм. Хамăр киле çитсен, ĕнесем пăртак тăрсан тин пычĕç. N. Вара тин çиме пуçлаççĕ, тет, пăттине. || Только теперь. Янтик. † Эпирех килтĕмĕр — кил тулчĕ, çак хăтанăн кăмăл тин тулчĕ. Орау. Халь тин ĕнтĕ... Çурçĕр çитет пуль (теперь уж поздно итти). Регули 1233. Тин вăхăтра килтĕн. Тин анчах кайрĕ. Халь анчах çырса ячĕ. || Только тогда. Истор. Турккăсем тин лăпланнă. ЧС. Çапла вара вĕсем пĕр-пĕрне улталаса пĕр-пĕринчен кулма та пăрахрĕç, тет те, тинех чипер ĕçлесе пурăна пуçларĕç, тет. || Лишь потом. СЧЧ. Эпир пăртак ларăпăр-ларăпăр та, вара тин кĕрĕпĕр (а потом уж и войдем). || Теперь уже, вот теперь-то. N. Пирĕн ăна çĕнтересси пулмасть пуль халь тин. Сунч. † Пирĕн те инкен пулă кукăль, касать-касать — касаймасть. Тин кассассăн, çияс çук. N. Пирĕн те инкен пулă кукли, касать-касать, касаймасть; тин касса илсен, çияс çук. Бгтр. Ĕнтĕ тин хуса çитес çок она. Теперь уж его не догонишь. Истор. Çавăнтан кайран Шуйскисем пурте лăпах пулнă; патша вĕсене, тинех тавăра пуçланă. ЙФН. † Пуп кушакĕ юс тытат, Тени тус! Юс тытин те юрас çук, тин юрасси пулас çук, Тени тус! N. Кунта тин ĕмĕр ирттĕр пуль! Вот наверное, здесь-то конец моей жизниI N. Ĕнтĕ пурте: тинех пĕтрĕ-мĕр! тесе, шухăшланă. Шерче-к. Эпĕ: ах, пĕтрĕм ĕнтĕ тинех! тесе, хыпкаланма пуçларăм. ЧС. Анне мана: ĕнтĕ тинех пĕтетĕн! тесе, пушшех ятлаçа пуçларĕ. || Вот уже теперь. КАЯ. Кĕсем тин пĕлчĕç ĕнтĕ, тесе, эпĕ хăраса кайрăм. || Наконец-то. Хочехмат. Хайхи Йăван ярса илсе те калать: сана тин тытрăм, ямастăп. КС. Тинех вăл кил-ăшчикки лăпланчĕ. N. Лешсем каялла пăрахса кайсан, кусем пит савăннă: тинех хăтăлтăмăр пулĕ ĕнтĕ, тенĕ. Юрк. Хайхине тин епле çырма кирлине вĕрентрĕм. || Недавно. Альш. Тин пĕчĕкçĕччĕ, — хăçан çитĕнчĕ?... Авланчĕ те! Недавно был маленьким,— когда же он вырос?... уж успел и жениться!. Череп. Тин кăна, недавно. См. анчах. || Впервые. Изамб. Т. Эсĕ ăна тин куртăн-а? Ты его (такой огонь) видишь (увидал) впервые? Трхбл. Эп кунта тин кăна мар вĕт. Я ведь здесь не впервые. N. Тин кĕтĕм-ха. Я искупался впервые (сейчас). || Не иначе, как только... Кан. Кĕркурирен сут урлă тин шыраса илчĕ. || Более. Актай. Упăшки куна (ей): ĕнтĕ сана тин шанас çук (больше тебе веры нет, ты ненадежна). Алик. † Апай, çăкăр пĕçерет пуль. Пиççĕр-пиççĕр, сивĕнч пуль; тин çиясси пулмарĕ пуль. (Солд. п.). ЧС. Пăхса юлăр (посмотрите на него в последний раз), ачамсем, ĕнтĕ ăна (покойника) тин курас çук! Хастарăх 31. Тин пулас çук. Ib. З1. Тинех киввине пуç тайса тăмăп. N. Эпир пысăкланса ватăлнисем тин çыру вĕренеймĕпĕр: пирĕн вăл вăхăт иртсе кайрĕ ĕнтĕ, теççĕ. В. Олг. Тин хытмаст полĕ пашалуйĕ (больше: теперь уж не станет черстветь). ТХКА 57. Утмăлтан иртеп ĕнтĕ, халь тин ăс кĕрес çӳк пуль мана. || N. Эпĕ военнăй команда каймарăм, тин ватлăхра йăвăр терĕм.

тинкер

(тин’гэр), напрягать зрение. Хурамал. Ман çие тинкерсе пăхрĕ (посмотрел пристально). N. Тинкеререх (пристальнее) пăхас тесе, патне пырсассăн... Ала 56°. Укăлчаран тухнă чухне чиперех (хорошенько, как следует) тинкерсе пăхрăм та, эпĕ тинех (только тут) палларăм мĕнле яла çитнине (попал). С. Тим. † Ытла тинкерсе ан пăхăр, куç тинкерсе тухат, теççĕ. Шел. 125. Çине тинкерсе пăхма чун хăрать. Ib. 79. Куçпа тинкерсе пăхма вăй çитмест (на солнце). Ст. Чек. Тинкерсе пăхас (напряженный взгляд). Тăв. 47. Кулине шыв тĕпне курасшăн пек тинкерсе пăхрĕ. || В перен. см. Кан. Анчах ку ял çине тинкеререх пăхсан, ирсĕрлĕхсем нумаях курăнаççĕ. || О слухе. N. Тем пек тинкерсе итле пуçланă вăл (превнимательно). Ачач. 4. Çил сăмаххисене пĕтĕм вăрман тинкерсе итлет. N. Тинкерсе итлекен хăлха. || О чтении и исследовании. N. Ăна вăл пит тинкерсе вулать (читает очень внимательно). N. Вăл авалтан мĕн пурăннă этем ăслăлăхне тĕплесе йĕрлет, вĕреннĕ çынсен сăмахĕсене тинкерет.

типĕ

(тибэ̆, т’ибэ̆, Пшкрт: тиβэ̆), сухой. О сохр. здор. Эпир хамăр тире, вăл типĕ тарламан чухне сăтăрса пăхсан, пирĕн пурнесем айĕнче чăмăркка япаласем те пулмаççĕ. N. Иван корнă ĕни картара типĕ олăм çинине. Альш. Вăтакас ĕлĕкех типĕ кас пулна вăл, теççĕ (его не заливало водою). Янгильд. Ортемей куçран çĕтрĕ. Онччен те полмин эпĕ типĕ çырмана кĕрсе ӳкрĕм. || Страдающий от недостатка в пище. N. Юрварсăр ан пурăнăр, пĕр сысна илсе пус, типĕ ан пурăнăр. Чертаг. Яльчик. Типĕ порăнатпăр. || Sine feminis. N. Типех пурнатпăр. || Суша, сухое место. Ядр. † Çут-кӳлĕре шур пулă, типпе юлас сасси пур. Янш.-Норв. Типпе хăварса пул тытатпăр. ПМП. Типĕпе çӳрекенсем (путешествующие по суше). || Сухое. N. Унта вара эрнипах çумăр çурĕ, пĕр типпи те юлмарĕ. || Засуха. || Пост. ЧС. Чăнах та аслă типпĕн малтанхи эрнинче юнкун (в среду) вилчĕ. N. Ни типпи-йĕпине пĕлмесĕр (не зная ни поста, ни мясоеда), ĕçкĕ-çикĕпе ашкăнса пурăнать (пирует во всю). Регули 1206. Çак типĕ иртнĕ çĕре (к концу этого поста) килет. Ib. 1213. Вăл типпе кĕрсенех (в самом начале поста) кисеччĕ (приходил) конта. Ib. 1225. Типĕ пĕтерсен кайăпăр. В. Олг. Типĕре, в посте. Б. Олг. Çуарни пĕтеретпĕр, типпе тохатпăр. Собр. Яланах çăварни мар, типĕ те килет, теççĕ. (Послов.). СТИК. Типпе кĕрсен, по наступлении поста. Изамб. Т. Типпе кĕнĕ кун, заговенье. Ib. Типĕ тухнă кун, разговенье. Сред. Юм. Типпе кĕнĕ. Начался пост. N. Типпе кĕни (= ӳтрен тухни). N. Типпе тухсан, когда начинается (начался) пост. || Постный. Ib. Типĕ апатпа ăш выртмаçть (не наешься). КС. Пĕçермелли нимĕн те пулмарĕ те, типĕ апатах лартса ятăм. || В см. наречия. Орау. Çулла çупа пурăнать, хĕлле типĕ. || Тощий, худой. Пшкрт. В. Олг. Типĕ (çын) — тошча, тощий. || Напрасно. Начерт. 166

тип ĕксӳ

то же, что типĕ йĕксӳ. N. Тип ĕксӳ тинĕс тавра, эпĕ арман тавра.

тир

шкура; кожа, овчина, мех. N: † Тăхăр тиртен кĕрĕк эпĕ çĕлетрĕм, тăхăрвунă пĕрме пĕртертĕм. Юрк. † Кашкăр тирĕ тăлăпĕ, волчий тулуп. Пиçенер † Кашкăр тирĕ тăлăпăм пор, мана кашкăр çияс çок. N. † Пирĕн тăван килет асăнса, сăсар тирĕ (вар. тир) тăлăпĕ тăхăнса (вар. витĕнсе). N. † Кашкăр тирĕ тăлăпĕ купса çинче ĕнтĕ. Сятра: кашкы̆р (оβа) т̚ир’э̆ тŏлŏβŏ . Ib. Хамăн кашкăр тирĕ тăлăпня (-н’а) сотрăм эпĕ. Орау. Этемĕн çичĕ хут тир, тет (в букв. смысле). Говорят, что у человека кожа в семь слоев. Альш. Эреххине, пылне, чейне, сахăрне, тирне, сукнине, кĕмĕлне — пĕтĕмпе хисеплет. N. Тирĕсем (у меня) сĕвĕнсе ӳкрĕç (письмо). М. Васильев № 3, 52. Тепле тирне сĕвеймес. Орау. Çынна тирне сĕвесшĕнех çӳрет. Он готов с человека шкуру содрать (гов. о мироеде). Сред. Юм. Тирна (= тирне) сĕвĕп! Кожу с тебя сдеру! (Ругань). Ib. Тир тутар, дубить кожу (отдавать в дубку?). N. Тунă тир, выделанная овчина. N. Тирсем тохман-ха, сарах тутарас поль, тет. Шурăм-п. Тир Йăванĕ (кожевник Иван) Турая кайнă. Сборн. по мед. Кăрчанкă вăл тир çинчи ерекен чир.

тирке

(тиргэ, т’ирг’э), браковать, брезговать. СПВВ. Тиркес, тиркешлес. Изамб. Т. Кĕрĕве тумлантарнă чухне ялан кĕрӳ япалисене тиркеççĕ. Ун чухне час-часах вăрçă хускалать. (Свадьба). Ib. Кĕрӳ кĕпи тăхăнтарсан, кĕпине тирке пуçларĕç: хĕршĕн тăхăрвун тенкĕ тӳлерĕмĕр. Эпир кĕрӳ валли кун пек кĕпе калаçманччĕ, терĕç. Орау. Тиркесе туса тăрать тата, пăх кирлĕ-им ăна тата. Еще брезгует (бракует). Какого еще ему чорта надо? Моркар. Тиркес = айăп топас, браковать. Чăв. к. Хура шăрçа çип тиркет, хăй хурине хăй пĕлмест. Торп-к. † Салтак, тесе, ан тиркĕр, салтак ячĕ йăвăр ят. N. † Тиркеймерĕм мăяна, каяймарăм савния. Сборн. по мед. Пысăкраххисем чĕлĕм туртма та тиркемеççĕ (не брезгуют и куревом, т. е. курят?). N. Çурт тăвакансем тиркесе пăрахнă чул, камень, забракованный каменьщиками. КС. Паян ăна темиçе хĕр те кăтартрăм, пурне те тиркет (все они ему не нравятся). Кан. Начар сывлăхлисене комиççи пит тиркет. ТХКА 54. Сирĕн вăрман çĕрĕнчи ялсене ытла тиркемелле мар та. || Воздерживаться; соблюдать (посты, праздники). N. Праçник-куна ĕç тиркес; хăй ят кунне тиркеççĕ, вăрлăх кăларма эрнекуна тиркеççĕ. Типĕ тытас тĕлĕшĕнчен те: сĕт-турăх тиркеп, теççĕ. В. Олг. Çĕн ойăхăн тиркетпĕр пер (= эпир) пӳртлĕх йӳç касма, карта тума, çăнăх артма (= авăртма). Собр. Çимĕк (scr. çимек) иртсен, пĕр виç-тăватă эрне çинче тиркеççĕ: тиркемесессĕн, пĕр-пĕр айăп пулать, теççĕ. Ягудар. Тип тиркемеçт (не соблюдает). Тип тиркет, Ib. Сĕт ярса парас-и? Тиркетне? — Тиркеп. Шибач. Тип тиркеместпĕр. СТИК. Эсир типĕ тытатра? — Çук, тиркемен! Хир-б. Эпĕ тата: типĕсене тиркетни? терĕм. — Мĕскерле типĕ? Эсĕ мана типĕ пурăнма хушатни? Ахаль те типĕ, ĕне çук. Ĕнесĕр пурăнма калатни? терĕ мана хирĕç. || Быть разборчивым в пище. Букв. Тиркекене тиркĕ тĕпĕ (поддонки, остатки) çакланнă (вар. тивнĕ), теççĕ. Сред. Юм. Тиркекене тирĕк тĕпĕ лекнĕ, тет. Кто брезглив, тому достается (попадает) худшее. || Соблюдать (диэту). N. Чирлĕ çынна апат тиркеме, мĕн çиме юранине çеç çиме хушаççĕ (велят есть с разбором). СТИК. Мана хвершшăл (фельдшер) çиме тиркеме хушрĕ: атту чĕрĕлеймĕн (не выздоровеешь), тет. || Разбираться (в чем). Кан. Ирнĕ-каçне тиркемесĕрех, сăмакун юхтарать. О сохр. здор. Ыраш тасипе таса маррине пĕртте тиркемест. || Разбирать, относиться разборчиво. N. Кунне пит тиркеççĕ: благовещение (çуна пăрахнă кун, йăвăр кун теççĕ, самый тяжелый день: в этот день будто и птица не роняет перьев) кунĕ ан пултăр, ытларикун ан пултăр. БАБ. Мĕн хыççăн мĕн тумаллине тиркемеççĕ (не разбирают, что делать раньше и что после): хăшĕ малтан аса килет, çавна тăваççĕ. ЧП. Йĕтĕн çиппи хĕç тиркет. N. † Симĕс пиçихи пилĕк хĕсет, мерчеи шăрçа çип тиркет. Кан. Тутар-и, ирçе-и — никама та тиркеместпĕр. N. Ака-суха çинче утсем пит ӳркенсен, телей пулмасан, малтан тухнă çынна тиркеççĕ. || Отвергать, пе принимать. N. Пирĕн парнемĕре ан тирке. НАК. Хăш чухне пĕр çын сапнипе силленмест те (жертвенное животное), çавăнпа: çын тиркет пулĕ, тесе, урăхне саптараççĕ (заставляют плеснуть на него другого человека). N. Эпĕ çыра пĕлмен çырăва тиркесе ан кӳренсем. || Критиковать, цензуровать. N. Кĕнекесем тиркекен ку сăмаха тиркемен (не забраковал). Суждение. Пĕр çыннăнне (только чужое) анчах курать, çыннăн лайăх маррине (нехорошие стороны) анчах тиркет. || Разбирать. N. Тиркĕсем, куркасем, хурансем, тенкелсем çунине-çуманнине пит тиркеççĕ вĕсем. N. Пирĕн конта 40 çола çитнисене тиркерĕç (проверяли, разбирали). || Задерживать. N. Хутсăр çынна тиркеççĕ (задерживают беспаспортных). N. Ни билет тавраш, ни кам мĕншĕн ăçта пурăнать, тесе, тиркес-тăвас çук. (Обьявление). || Расследовать, разузнать. Возм. Тиркес — ыйтса пĕлес, разузнать (какое-нибудь дело). Хорачка. Онта анатра порнаканьăсам торпас корса хăпараччă туалла, вăл Сăлттан патня çитеччĕ те, тиркеччĕ (чит. твргэччэ̆); Сăлттантан итеччĕ (єдэччэ̆): эс перĕн çĕр çинче ме кисе, конта порнатăн? Эс конти çын мар. N. Тем, пит аплах мар пек те?... — Тата ăна-кăна тиркесе пахса тăтăн. Не знаю, ровно бы (как будто) и не совсем так?... — (Ты) еще вздумал (меня) разбирать (браковать, брезговать и т. п.). || Проверять, наблюдать, следить. || Осуждать, судить. N. Çынна тиркесе калаçин пулман мар ĕнтĕ пирĕн. || Стесняться. N. Ăшра çапах вĕсенĕн çилли килет; май килнĕ чух хирĕç калама, е алла ӳкерме тиркесе тăмаççĕ.

тиркĕлĕ

имеющий блюдо. Чăвашсем 13. Эпĕ хуранлă (= в котле) пăттăмпа, тиркĕлĕ (= в блюде) юсманăмпа асăнатăп, витĕнетĕп. (Моленье).

тирпейлĕ

(тирбэjлэ̆), аккуратный, любяший порядок. Приличный (во всех отношениях). Ст. Чек. Тирпейлĕ ача. || В см. наречия. Ст. Чек. Вăл хăне хăй тирпейлĕ тытат, унăн тумтирĕ тирпейлĕ. Ходар. Шатрана (оспу) вĕсем пит тирпейлĕ пăхаççĕ. Шатрапа выртакана пĕр çын анчах пăхать, унта тĕрлĕ çын пырса çавăрăнкаласа çӳремеçт (не всякий ухаживает за больным оспою). Кан. Шакирăв завхоз 134 качака тирне питĕ тирпейлĕ тиесе тухса кайнă çав урапа çинех. ТХКА 89. Эпĕ япалана тирпейлĕ тытап та, тумтире те эпĕ тасарах тумланатăп. N. Ну вара хăй пит тирпейлĕ вилчĕ. Ни вар-витти тухмарĕ; тула тухма та çын çавăтса тухман пĕре те. || Экономный. N. Вăл пит тирпейлĕ (экономен): ăнланмасан, кун пек кĕнекешĕн укçа ямĕччĕ. ГТТ. Пурте: вăл питĕ тирпейлĕ, салатмас (не расточает), теççĕ.

тислĕк

(тисл’э̆к, т’исл’э̆к’), навоз. См. тирĕс. Альш. Навус тăкнине, купине тислĕк теççĕ. N. Эпĕ, ун тавра чавса çавăрăнса, йĕри-таврашне тислĕк купаласа пăхам. Ёрдово. Хĕлле те лашисем картара тислĕк анчах туса тăраççĕ. Вишн. 70. Çавăнпа ĕнтĕ хăш-хăш çăлсенче шыв тислĕк шăршлă пулать (с запахом навоза).

тишкĕр

(тишкэ̆р), то же, что тишкер. Изамб. Т. Ыраш нумай типни тесе тишкĕрсе çӳрерĕмĕр (осматривали). Ib. Куланай кам миçе тенкĕ памаллине тишкĕртĕмĕр (проверяли). Хурамал. Ăна-кăна тишкĕрмерĕм эпĕ (= лайăх ыйтса пĕлмерĕм, не допытывался?).

тиян

(т’иjaн), прич. наст.-прош. от гл. „те.“. П. Федотов. Эпĕ карăм вăрмана йывăç тиян шырама (вообще деревья; из загадки).

ту

делать, сделать. См. тăв. Регули 1439. Паян те тăвас, те тăвас мар. ГТТ. Хăйне хай нимĕн тăваймас. КС. Эпир иксĕмĕр тем те тăвăттамăрччĕ-çке те. Еще бы, мы с тобой чего бы не сделали. Кан. Конюхне кӳлтерсе лаша çине лармасăр хăй ĕçĕпе те вăл çĕр утăм тумасть. N. Ун пек çынсем, хам тӳрĕ пулсан та: туса паман-и? пулăшман-и? теççĕ. N. Мана мухтамалла турĕç. Вишн. 72. Çав шыв çулĕ пĕр-пĕр çырмаран, е туран юхса тухĕччĕ, анчах эпир пусă алтса унăн çулне татса, шывне алтнă пусă ăшне пухăнакан тăватпăр. Кан. 3840 кублă метр туса пĕтермен япала (полуфабрикат). Регули 1049. Эп она поян турăм, вăл поян полчĕ. Чăв. й. пур. 26°. Вăл каланă: мĕн тăваççĕ манпа? тенĕ. Вишн. 68. Çапла ĕнтĕ пирĕн кунсерен хамăр ăша е сакăр, е вунă кĕрепенке шыв кӳртмелле. Апла тумасан, пирĕн ӳт туртăнса каять. N. Кĕлеткенне куçне лайăх туман. Глаза у портрета не вышли. Сред. Юм. Ырлăх туни шырлăх туниех мар-ха ô. Если добро сделал — это не то, что худо сделал. Изванк. Мĕн тăвас? Нимĕн тума та çук, хайхи Микул карчăкне (йомзе) пуççапас пулчĕ (пришлось ее просить). N. Мĕн тăва пĕлес манăн? В. С. Разум. КЧП. Ма ута каç яратăр, çухалсан мĕн тăвăр-ха вара (что будете делать)? Регули 49. Хам тумаллине сана патăм. N. Конта мĕн туса тăратăн. || Работать, делать, производить. Орау. Эпĕ аттене сакăр çул кăмака çинче вырттартăм. Кăмака çинче выртнă çĕрте: туни ман, туманни сирĕн, тетчĕ. Регули 580. Тусан порте пулать. Ib. 1258. Ашшĕ пек тумасть, япалана ялан орăх тĕслĕ тăвать. Ib. 670. Çак çын, çакне тăваканĕ вилсе; çакна тăвакан çын вилсе. Ib. 217. Сирĕн тăвакан пор. Ib. 328. Çав çын конта корăнмасть, çак япалана тăваканĕ. Ib. 829. Эп пĕлетĕп çав çынна, çак япалана тăвакан çынна эп пĕлетĕп. Ib. З2. Тумалла пулсан килĕ вăл. Ib. 52. Ĕç тумаллинчен окçа исе поли? Ib. 1503. Эп сана çĕмĕрме (çемĕрмешкĕн) туса патăм-и? Ib. 341. Кăна эп туса. Ib. 1543. Эп тусаттăмччĕ те, йорал полмарĕ. СТИК. Туса-туса, авантарах ту. Раз принялся, сделай как следует. || Альш. † Пятам-пянам килне хăна пулăр: тунă хурçă пулмин те, çăкăрĕ пур. Ib. † Кĕтнĕ хăни эпир-мĕн! пиçнĕ яшки пире-мĕн! тунă хурçи сире-мĕн! || Строить. Юрк. Пурăнма çурт туса хурат. Ib. Çĕнĕ çурт туса пама та шухăшлат. Ib. Чул çуртсем тума пĕлнĕ (умели). Ib. Ялсем, хуласем туса (aedificando). || Выращивать. Ашшĕ-амăшне. Вăл темĕн чухлĕ çĕр тара илсе тырă акса, тĕрлĕ пахча çимĕçĕсем туса пурăннă. О сохр. здор. Халĕ кирек ăçта кайсан та, купăста пит тăваççĕ. Альш. Темĕн чухлĕ хăяр туса, темĕн чухлĕ хăяр сутнă. || Выделывать. Сред. Юм. Покан орине çавăрса тунă (о точеных ножках стула). Чем люди живы. Туман тиртен пулсан та, кĕрĕк — кĕрĕкех. || Мочь, быть в состоянни. Регули 701. Тумалла çын вăл; вăл кона тумалла. Ib. 35. Тумалли çынĕ пур унта. Ib. Кона тумалли çын кайса. Ib. 689. Тăвасси çын çавă. || Трогать, задевать. N. Мĕн тăватăн эс унпа? Что ты там трогаешь? || Творить, создавать. К.-Кушки. Эпĕ вĕçен-кайăк (хут çĕлен) тăвап та, çӳлелле вĕçтерсе ярап. Я устрою птицу (бумажный змей) и пущу ее по воздуху. Юрк. Туса пĕтерсен: епле пур япалине те аван турăм-ши, тесе, шухăшласа пăхкала пуçланă. || Сшить, связать. Янш.-Норв. Кăçал хăй валли виçĕ кĕпе, арçын кĕпи виççĕ, тата хĕрлĕ йĕм иккĕ турĕ (сшила). Дик. леб 43. Вăл çипрен çиелтен тăхăнмалли вăрăм çанăлă вунпĕр кĕпе çыхса ту. || Обрабатывать, производить. В. Олг. Онăн çĕр пор: тырă туат, вутă туат. || Скосить и убрать (сено). N. Утă турăр-а? N. Утă мĕл(л)е турăн? Как ты убрал сено? Календ. Тепĕр çулне çулчĕç, тет те, темĕн чухлĕ утă турĕç, тет. || Сбивать (масло). Урмаево. Хăш куршак сĕтне чăкăт турĕ, тет, хăш куршак сĕтне услам çу турĕ. || Устраивать. К.-Кушки. Пирĕн апата кунта çимелле тумалла. Нам надо устроить так, чтобы обедать здесь. Альш. Ваттисем хăнана кайсан, килте çамрăксем уллах тăваççĕ. Юрк. Пус та туса памарĕ! И колодца не устроил (не нанял вырыть). N. Аннене аван пурăнмалла тăвăр, вăл пире ӳстерчĕ аван. N. Ука тăвăр (складчина?). Нижар. Çак хăтан ĕçкине, такçан та туман ĕçке, килсе курас терĕмĕр. || Совершать. N. Кĕл-туса çӳреççи вĕсем? — йăли анчах. || Составлять. N. Тата сире чăвашла словар тунă теççĕ. Çав словаре, тата ытти хăвăр тунă кĕнекесене мана ярсан, эпĕ уншăн калама çук савăнăттăмччĕ. || Производить. N. Унтан провăд сыпнă тĕлсене изоляци туса тухрĕç. || Варить (пиво и пр.). N. Сăра турăмăр, ака яшки тăватпăр. || Гнать (самогонку). N. Кăмăшка тунă. || Печь, приготовлять. N. Çимĕк иртсенех вырăс эрни кунĕ ирхине теçетниксем кашни килĕрен: ӳчӳк пашалăвĕ тăвăр! тесе, хăваласа çӳреççĕ. || Родить. ГТТ. Ача тăваймасăр вилекен те пур (случается, что и умирают). Буин. Ача туман арăм (чирпе пăсăлнă арăм) хурланать. Упăшки пит пăшăрханать. N. Тата йинке ача турĕ. N. Ача тума тытăннă. У нее приблизились роды. Ст. Чек. Хĕр туни, ывăл туни? || О животных: отелиться, ожеребиться и пр. Скотолеч. 28. Ĕне темĕн чухлĕ лайăх пулсан та, пĕтĕ чухне начар çитерсен, тĕреклĕ пăру тăваймĕ. Чаду-к. Сысна тăвать вуникĕ çура, сутатăп, укçипе пĕр кĕсре илетĕп, вăл кĕсре кашнă çул тьыха тăвать. НТЧ. Çакă ĕнене сĕтлĕ-çуллă ту, кашни çул пăру тумалăхне пар. (Моленье ĕне ырри). || Приносить плод. Баран. 102. Çапла (например), шĕшкĕ çулсерен чечеке ларса темиçе çулччен мăйăр туса тăрăть (приносит орехи). ПВЧ 123. Укушка умĕнчи улмаççи, улма тумасть-мĕн усси? N. Картара омлаççисем омла туса-и, туман-и? Якейк. † Ати карти пилешлĕх, пилеш туман торат çок. Ib. † Ати карти — сат карти, оммине тумаçть — мĕн осси? Шинар-п. Вăрманта çулла шĕшкĕсем мыйăр тăваççĕ, тата юмансем йĕкел тăваççĕ. В. Олг. Омла ту (о яблоке), тьыха ту, пăру ту, потяк ту и т. д. || О новом месяце. N. Çĕнĕ уйăх тунă. Нюш-к. Пирĕн уйăх туни виç кун çитрĕ, уйăх туни ик эрне ĕнтĕ, уйăх тусан çăмăр çăвмалла, теççĕ. || Coire cum fem. Буин. и др. || Совершить что-либо. Тораево. Карчăк тухнă, тет те, хăвалама (преследовать) тапратнă, тет; курчĕ, тет те, кăшкăрма тапратăрĕ, тет: турăн мана, çука юлмала турăн пĕтертĕн (погубила ты меня?) тесе кăшкăрат, тет. || Справлять, праздновать. Юрк. Атьăр халĕ паян, аслă уяв туса, пĕрер курка ĕçсе пăхар, тесе чĕнет. N. Сорхори контах турăмăр. N. Эпĕ килтех çăварни турăм. ЧС. Пирĕн таврара сĕрене мункун икĕ кун тусассăн виççĕмĕш кунĕнче, кăнтăрла иртсен, каяççĕ те, тепĕр ирччен çаплах çӳреççĕ. Абаш. Ачасене çимĕк тума (çăварни, сорхори тума) яраççĕ. || Почитать. N. Аттене атте тăвас, хунчăкама хунчăка тăвас. Лайăхрах пăхса ярас. || Приносить в жертву. N. Сан ачу йĕрĕхрен, сана вăл пĕр така тумасăр та каçарас çук, тет. || Наговорить, заговорить. Альш. Çын туса панинчен вĕрес. N. Тухатмăш тума пĕлекен çын курайман çынна час-часах пĕтерсе хурать. Май килсен е хăйне, е лашине, тата ытти япаласене те туса парат. Кан. Ну, карчăк, ан куллян! Куç турăмăр! тесе çухăрса ятăм. || Совершать обряд. N. Пирĕн ялта кашни çул чӳк тăватчĕç (совершали „чӳк“). || Уговаривать. Ала 2. Çапла туса-туса çӳреме вĕрентсе пулĕ-и, тесе, ĕмĕтленетĕп (надеюсь, но не знаю, удастся ли). || Выдвигать. Альш. Çынна мĕн тăвин — чĕлхе тăват. Главное для человека — уменье говорить. || Выставлять, выхвалять. Альш. Ялан та хăйсенне авантарах туса калаçаççĕ (выставляют с хорошей стороны). || Приставлять (к чему). Янтик. Хăлхине çтена çумне турĕ те, тем илтелерĕ. || Превратить, привести. Орау. Эпĕ ăна питне-куçне чĕп-чĕрĕ юн тăвăп.— Турăн, вилним вăл, сана чĕп-чĕр юн пуличченех хĕнеттерме, ай кăшкăрма çăварĕ çук-и? ТХКА 94. Тытса чарми лашине çапса утми турăмăр. Регули 1056. Шорăран хора полчĕ, пусăкран пĕчĕккĕ турăм. Ала 12. Эпĕ сана хĕпĕртемĕлле тăвăп, а лешне, асту, хурланмалла тăвăп. || Повернуть (к чему). Емелкке-Т. Хăлхăна ман енне туса тăр. Стой ко мне ухом. Ib. Питне ман енне ту. Повернись лицом ко мне. Ib. Çурăмна ман енне ту. Çĕнтерчĕ. Çурăмне кантăк патнелле туса сĕтел хушшине чăлха çыхма кĕрсе ларать. ТХКА 49. Ачасем, ак çапла. Кашкăрсем тапăнсан, виçсĕмĕр те пĕрле, çурăма, ĕнсене пĕр-пĕрин енелле туса тăмалла. Кашкăрсем пире хыçалтан, ĕнсерен ярса илсе туламалла ан пултăр. || Уложить. N. Пырсассăн, пурттине е кусарне юхакан шыв çине çивĕччине çырма пуçнелле туса пăрахаççĕ. || Наладить, устроить. N. Вĕсене куçнă чух пулăшас пулать, вĕсем хăйсем вăйĕпе анчах пурăнăç тăваймĕç! Кан. Мĕнле те пулин пирĕн пата та кино уйăхра пĕрре çитсе тăракан тăвасчĕ. || Изменить что-либо. N. Килнисене кӳрт, нимĕн те тума памăпăр вĕсене, тенĕ. || Решить, принять решение, присудить. В. С. Разум. КЧП. Шемекке (Шемяка) чула курать те: укçа пулĕ, тесе, хĕпĕртет. Çавăнпа Шемекке чухăн енелле тăвать, утне чухăна парать, хӳри ӳссе çитиччен; курпуна кĕпер çинчен чухăн çине сикмелле тăвать. К.-Кушки. Хулана кайма турĕç. Решили итти в город. Альш. Канаш туса хатĕрленеççĕ. Юрк. Пама тумаççĕ. Не решаются выдать (замуж). Ib. Апла пулсан, сирĕн сăмахра итлесе, унта кĕме (поступить) тăвам. Ib. Ĕлĕк тепĕрне илесшĕнччĕ; вăл пымарĕ, тепĕр çынна качча кайма тунă иккен, эпĕ ăна пĕлмесеттĕм. N. Вĕсемпе вăрçма туман. С ними не решили сразиться. Орау. Эпир паян пурсăмăр та киле кайма турăмăр. Якейк. Паянтан малашне ун пек калаçмалла мар турăмăр. Демид. Кăсем кунта ларма тумаççĕ: кунта пысăк шыв, ачасем шыва кайса пĕтĕç, теççĕ. Юрк. Унтан ĕлĕктерех тепĕрне çураçма тусаттăм, вăл тата ĕлĕк хăй савнине сăмах пĕтернĕ пирки пыма тумарĕ. Ала З. Çавна каласан, хĕрне кăлармалла тунă, тет. N. Çавăншăн вĕсем ăна пухăва хăйне чĕнтерме тунă. N. Кӳртме турĕç. N. Ăна сут пилĕк тенкĕ штрав турĕ. || Предназначать. N. Мĕншĕн çак куна курмалла тунă-ши? || Наживать (имущество, деньги). Орау. Эпĕ турăм, вăсам та манран ан юлччăр, çавăн пекех туччăр. Юрк. Каскалама кайса çӳресе укçа тăват. Б. Олг. Пасара антарнă япалая сотас полат, окçа туас полат. Ст. Ганьк. † Ик сар-кайăк эпĕ тытрăм, ик-çĕр манит тумашкăн. Юрк. Ку, пĕр çав ĕçе пĕлсен, ыттисем кĕрешме хăранине курсан, çынсем умĕнче; эпĕ кĕрешетĕп, тет те, 25 тенкĕ, лаша сутса тунă укçине, çĕре кăларса пăрахат. Ib. Çав пуçтарса тунă укçасенчен... N. Хăш чухне юрлă арăмĕн юлашки тенкисене саклата хурать те, пуян валли эрех илме укçа туса каять. || Сделать наклад. N. Хусана килсе хама таккулăхах пилĕк тенкĕ туса каяп (израсходовал без пользы). || Относить к чему. ГТТ. Кунтисем çинчен çырнă çырăвăмра эпĕ кунтисене вир-ялсенчен пайтах уйрăм халăх туса çыртăм. || Капк. А мĕн тăватпăр мĕншĕн хупнипе? А зачем вам знать, почему она закрыта. Регули 53. Он каймалипе мĕн тăвас пирĕн. || С подражательными словами — издавать, производить. Альш. † Чĕнтерлĕ те кĕперсем чăлт та тумасть, йĕс таканлă утсем каçмасан. N. † Виç кĕпер те хут кĕпер, епир каçса килнĕ чух, кăптăр-каптăр тăва юлчĕ.|| С предшествующей частицей „пек“ — делать вид, притворяться. N. Çул çинче тилĕ вилнĕ пек туса выртать, тет. Бес. чув. 2. Лаша унта кăшт çăмăлтарах пулмĕ-ши, тесе, çул аяккинелле туртса пăхам пек турĕ. Юрк. Вĕсенĕн килĕ-çурчĕсене хăне сутнă туса хут çыртаратчĕ. Альш. Юратат ăна (его) вăл, сăмах шанат, пĕрлĕ ĕçнĕ-çинĕ те тăват унпа. N. Азов хулине иртсе кайнă пек туса (притворившись), тӳрем çĕрелле пынă. Юрк. Вăл каллех, тусĕ хăйĕнчен кулат пулĕ тесе шухăшласа: эй, пире юрат-çке, тет, хăйĕнчен хăй ирĕксĕр кулăш пек туса. || Быть принятым. N. Сат картинчи сарă омлине ме татмала тунă-ши (принято срывать)? || Употребл. в соедин. с причастием наст.-прош. времени: ӳкекен ту, ыратакан ту. || Употребл. в чувашизмах. Альш. Вăл епле пурăннине те, калаçнине те итлесе тусах ларман çав эпир. Янтик. † Чатăр картăм улăха, типтĕр, терĕм, хĕвелте, типмерĕ те тумарĕ. ЧС. Вăл вилес-тусан, епле пурăнăпăр-ши, тенĕ амăшĕ чирлĕ чух. N. Ку хирте тырра лайăх ӳстерекен çемçе тăпрана юхтарса кайнă анасем çаралса юлчĕç.— Мĕн тăвассу пур, теççĕ, тыррăна çапах акас пулать. N. Тунăлăху-мĕнӳ!.. Ты ничего не можешь делать (не способен). ГТТ. Куçарас-тăвас тĕлĕшрен ниçтах та юрăхсăрах тунă-хунă мана (нашли меня плохим переводчиком). П. И. Орл. Çапла... Çакăн чул-ха пĕлни-туни (пока узнал только это). Альш. Сĕтел çитти сарăлмас та, тумас та, тет. Торп-к. † Ытармалла мар сана, тытрăм-турăм тотине. || Выращивать. Эпир çур. çĕршыв 14. Эсир çимĕç пахчинче мĕн лартса тăватăр. N. Акса ту, лартса ту. || Ачач. 83. Пилĕкне явса тунă пиçиххи çыхнă.

тутарттар

вдвойне понуд. ф. от ту. N. Ман туйя çок-ха, туйя тутарттарма ôкçа пар мана. Пимурз. Эпĕ кĕркунне чуссăнкки тутарттармарăм, хулара илĕп тесе. (Тутарттармарăм — обращение к З-ему лицу, но через посредство З-го лица). Альш. Елшелĕнчен пуян Ахванеç çав чӳке тутарттарнăшăн юмăçă укçие пĕр пăт кĕрпе панă, тет. Чăвашсем. 30. Ăна çемйисем çынна систермесĕр пупа кĕл-тутарттарнă, тет те, масарах (все-таки на кладбище же) чикнĕ, тет.

туйăн

тойăн (туjы̆н, тоjы̆н), чувствоваться, ощущаться; стать заметным, ошущительным. ТХКА 113. Этем пурри туйăнмасть кунта. Кан. Алупкăра çĕр чĕтренни туйăннă. N. Ыррăн тойнать. Приятно чувствуется. Юрк. Тăванçăм, сан аванни курăнчĕ, хам чун савни туйăнчĕ (я почувствовал, какова моя к тебе любовь?). N. Çапни туйăнмарĕ. Орау. Темскер, аяк пĕрчи ыратнă пек туйăнса çӳрет-ха ман. Кан. Пасарта пулнăн та туйăнмарĕ. N. Чупса-чупса çырла тупрăм, ялан йĕçĕм-çырлин туйăнчĕ. || Казаться, чудиться; показаться. ЧС. Луçа çапла кăкарса тытнине курсан, мана пуç темĕн пек шел туйăнчĕ (дальше; шелĕн туйăнчĕ). N. Пулассăн çук туйăнатьчĕ. Хăр. Паль, 14. Тухтăр килни-мĕнни туйăнмасть. Орау. Яланах тахăш килнĕ пек туйăнать (все чудится, что...). Ib. Алла тытса пăхсан, темскерле, тир айĕнче ӳт хытса ларнă пек туйнать (под кожей прощупывается затвердение). Ib. Кĕç-вĕç персе анассăн туйăнса çӳрет. N. Питĕ пӳрт пушă пек туйăнать, таçта кайнă пек туйăнать. N. Мĕлле, эпĕ киле пырассăн тойнап-и? N. Çĕр каçиччен çĕр каçассăн туйăнмарĕ, виçĕ çĕр тăршшех пулчĕ пулĕ. Етрух. Сире çапла калани суя пек туйнать пуль. N. Вырăн пит начар пекех туйăнмас. Кн. для чт. 49. Анчах вăл килесшĕн туйăнмасть, пит хытăскер вăл. Ала 54 . Çак пĕр сехет маншăн пĕр çулталăк пек туйăнчĕ (показалось целым годом). В. Буян. Вĕл-вĕл чечек, вĕл чечек, вĕлле çинчен сарă чечек вĕçсе анассăн туйăнать. Орау. Хама хам тем чул çияссăн туйăнчĕ. N. Сире епле пек туйăнать. Как вам кажется? N. Епле тусан ырă пек туйăнать хăна, çапла ту. N. Иртсе кайнă çын Якор пак туйăнчĕ, хам коримарăм та.— Çок, сана ахаль он пак туйăнчĕ (показалось, будто он). N. Кĕçĕр лайăх çывăрса каяс пек туйăнать те, темле пулать. N. Кĕç персе анассăнах туйăнать (что упадешь, о себе). Орау. Мана та çапла пек туйăнать çав. Чотай. Çакă яла ял темĕн, çитрĕмĕр те кĕтĕмĕр — хола хошшин тойăнчĕ. Чт. по пчел. № 17. Тем, ĕçлет пек туйăнать. Кажется, что поработает?

туй пуçлăхĕ

руководитель свадебным поездом невесты. N. Хĕрĕн мăн-кĕрӳ пулмаст, уртмакçă та пулмаст, пĕр туй пуçлăхĕ анчах арлă-арăмлă пулаççĕ. Туй пуçлăхĕ туя ертсе çӳрет, хĕр ларакан минтере çĕклесе çӳрет. || Назв. божества. Ст. Яха-к. Туй чухне туй пуçлăхне çул тăваткалне укçа е кучченеç пăрахман пуль, терĕ (и за это он посылает беды. Туй кайнă чухне кĕрĕвĕ çул тăваткалне пĕр пус укçа пăрахса хăварат. Ăна мĕншĕн пăрахнине эпĕ пĕлместĕп. Туй таврашĕ тасаттарни).

туй тапранни

начало свадьбы. Тюрл. Эпĕ туй тапранас кун: мана аннесем чиперлесех хĕрпе çӳретесшĕн пулĕç; итлемесен лайăх мар, эпĕ луччĕ вăрмана хуртсем патне кайса хăтăлам, тесе, хам йăмăкпа хуртсем патне вăрмана кайрăмăр. Юрк. Ырантан пĕр куна туй тапранмалла.

туя

тоя (туjа, тоjа), палка, трость, клюка. Орл. II, 249. Кăмака айĕнче тимĕр туя выртĕ. (Ĕçлен). N. Ват çын туяпа çӳрет. Орау. Пирĕн атте туйине яланах тăрри вĕçĕнчен (пĕчĕк пуçĕнчен, çинче вĕçĕнчен) тытса çӳрет. Эпĕ ăна: мĕншĕн апла тытан, пысăк вĕçĕнчен тытмалла, терĕм те, вăл мана: апла туяласа çӳреме йăвăç кутăн ӳсет-им, терĕ. Кайран ытти стариксем епле туяласа çӳренине асăрхах çӳрерĕм те, чăнахах та, пĕр старик те туйине кутăн туяласа çӳремест. Мĕншĕн апла туяласа çӳретĕр, тесе ыйтсан: кутăн туяласа çӳресен пурăнăç кутăн каять, теме хăтланаççĕ. Альш. Туя хуçăличчен хĕненĕ. Бил, пока не сломается палка. || Переносно — сельский староста. Альш. Туя патне каяс-ха. Надо итти к старосте (потому что у него в руках постоянно палка).

тултар

(тулдар), наполнять. Орау. Туллиях тултартăн-и? — Çурри ытларах.— Туллиях тултарас пулать. СТИК. Ĕне мĕн пурăннăçем сĕтне хăпартат, малтанах куркана та тултараймасчĕ, халĕ çак витрене тултарса пырать (чуть не полно дает в это ведро). Сунт. Кун каçиччен çĕр çын ытла кĕрсе тухать те, урайне пĕтĕмпех тултарса хăвараççĕ (сорят). N. † Аттен пӳрчĕ пусăк пӳрт, хамăр килсе толтартăмăр. Ст. Чек. Сĕтел тулли ĕçкĕ-çикĕ тултарса лартнă. N. Темскерпе тултарнах паян ман пуç (тяжесть в голове). || В перен. знач. ПВЧ 90. Атти пӳрчĕ, ай, аслă пӳрт, тултариччен, ай, юрлам-и, тулса çитсен, тухам-и? N. Ати пӳрчĕ шурă пӳрт, янрать, янрать, янримасть, эпĕ юрлам янрамала, тултариччен юрлам-и? Ачач 68. Таврăнасса каллех ăшчиккине тултарса таврăнчĕ. || Насыпать полно, доверху. Кан. Авăртма пынă çынсен çăнăхне вăрттăн тултарать. || Довесить. Толст. Ашне начаррине панă, тет, çитменнине тата виçине те тултарман, тет. || Завалить. ТХКА 41. Хура кĕсрене шăтăка йăвантарса ятăмăр. Çăхансем кăранклатса вĕçсе çӳреççĕ. Кĕсре çине тăпра тултартăмăр. || Набивать. О сохр. здор. Пысăк шăтăк алтса, тĕпне те, пур аяккисене те тăм тултарса, питĕ хытă таптаса пирчетес пулать. || Наливать. Альш. Лешĕ пĕр çăпала сĕт илет тултарса, сапат кăна хырăмĕнчен. СТИК. Стайккари шыва тултарах тăратпăр (никогда пустой не стоит). Ib. Çула пирĕн, пахчари çимĕçсене сапма тесе, пусăри шыва стайккапа тултарса хĕвел çинче ăшăтаççĕ, çав шыва вара кирек ăста та тыткалатăн, мĕн чакнă, ăна çĕнĕрен тултаратăн, çавна вара çапла калаççĕ. || Надувать (о снеге). N. Пирĕн кил-карти çумне юр пит тултарчĕ-и? Тултарнă пулсан, лепе уçкалăр-ши? N. Ĕнер питĕ нумай юр тултарса хунă. N. Юп хушшине юр тултарнă. || Выплатить сполна. Сред. Юм. Аллă тенкĕ холăм толтарнă. Пятьдесят рублей калыму сполна выплатили. Юрк. Вăл укçисене хулăн укçи тултарма тесе параççĕ. || Вымнеть (близка к растелу). N. Кĕсрӳ пит тултарчĕ ĕнтĕ. К.-Кушки. Пирĕн ĕне тапратса тултарчĕ ĕнтĕ, час пăрулат пулмалла. || Удовлетворять. КАЯ. Эпир, айван ывăл-хĕрсем, ним пĕлмесĕр ĕлĕк сурăм киремĕтне тултармасăр çапла пултăмăр пулĕ. (Из моленья киремети). || Выложить (о дровах). N. Вутă тултараймарĕç виçĕ аршăна. || Исполниться (о возрасте). N. Хĕнпе ӳссе хĕр пултăм, вунçич çула тултартăм. Ачач 22. Тимуш пуçĕнче тата, ӳссе пысăклансассăн та манмалла марскер, çав хăй вуниккĕ тултарачченхи вăхăтран тепĕр самант пит çирĕппĕн ларса юлнă. N. Виçĕ çул тултарсан, килĕп курмашкăн. || В качестве вспомогательного глагола. Алик. † Эпир сӳрес сӳрине чăхсам айне лартрĕç те, чăхсам сысса тултарчĕç. (Солд. п.). N. Халĕ те ярса тултарман-и-ха? Панклеи. Потран татса толтарсан (когда нарвали борщовник), арăмсам киле тавăрнчĕç. Изванк. Тул çутăлсан, икĕ урапа кӳлчĕç те, лашасем тавра пĕтĕмпех пирсем çакса тултарчĕç, килкеписене те пирсенченех турĕç. (Похороны). Б. Яныши. Старик пулă нумай тытса тултарчĕ, тет те, киле таврăнать, тет. Чураль-к. † Эпир каяс çул çине йĕтĕн акса тултарнă; эпир илес сар хĕрсене елек парса пĕтернĕ. N. Касса кĕрсе пӳрте йĕри-тавра йывăçсем лартса тултаратпăр. Унтан çулса кĕрсе урайне пĕтĕмпе курăк сарса тултаратпăр. N. Ĕçсе тултараççĕ те, çапăçма тытăнаççĕ.

туллăхлă

в изобилии. N. Тулса çитнĕ уйăх епле тулли тăрать, эпĕ те çавăн евĕрлĕ туллăхлă тăратăп. N. Вĕсене сывлăх, вăрăм кун-çул сунса çыр, пур тĕлĕшрен те вĕсене туллăхлă пухма сĕнсе çыр. N. Эсĕ ăна пиллĕхне туллăхлă пиллетĕн-ха та, тем-çке.

тул

поверхность, наружная сторона, внешняя сторона. ЙФН. † Ай аки, Плаки, Исментĕр карти тулĕ, Чул-хула туллин туйăнчи. (Свад. п.). Сред. Юм. Пос толĕпе çавăрнса кĕтĕм. Чтобы не итти деревней, обошел ее. Етрух. Çапла вара пус тулĕпе алтса çавăрăнаççĕ. Альш. † Ĕнтĕ тăванăмсем-чунăмсем, кĕрекĕрсем тулĕнчен сим юхать. Ib. † Тăвансем пыра пуçласан, тултан тула эп чăмăп [я буду все приближаться к наружной стороне (к поверхности воды?), т. е. не буду скрываться]. Якейк. † Ай ати, ай апи, толтан парса яратни, шалтан парса яратни. (Поет сестра невесты). ПНЧ 112. Çакă ялăн хĕрĕсен шĕвĕр сăмси толалла. N. Тулалла авăнчăк, шалалла авăычăк. (Кĕленче-курпун куçлăх, выпуклые очки). N. Тулалла-и, шалалла-и. || Пространство вне жилища. Шурăм-п. Кунашкал çĕре юрататăп, толтай кĕрес те килмест. Трехбл. Утне пăхан çулта выртман, çынна пăхан тулта выртман. (Послов.). Изамб. Т. Тулта каç пула пуçланă (стало вечереть). Орау. Тула пăхăр-ха, шăнтман-и кĕçĕр? Кĕвĕсем. Тулаях та тухрăм: эп тул куртăм, улмаях та чăпар та ут куртăм. ГТТ. Тулалла тухса кĕр. Выйди (на некоторое время) на волю, т. е. на воздух (напр., чтобы освежиться). Панклеи. Вăл тола карĕ те, онта ларса йолчĕ. Якейк. Эп тулта выртап. Я сплю на дворе. Ib. Эп тула выртап. Я лягу на дворе. Юрк. Эсĕ тула тухса кайсан, Митук вăрттăн çумарккана çыртарчĕ. Ib. Икерчине çулама тултан услам çăвĕ, арпус пеккине, çавракине, пысăккине, йăтса кĕчĕ (внесла). Дик. леб. 35. Йывăç тымарĕсем тулала туха-туха кайнă. || Рассвет, заря. Хурамал. † Ирхине тăтăм тулпалан (рано). Синерь. Тул çутăлса киле пуçларĕ, тет. Сĕт-к. † Тол çутăлса киле пуçласан, хĕрсем йорлаççĕ; тол çутăлса тол килет, тол колачи çас килет. Янорс. Ку кĕпер урлă каçсан, пĕр ту патне çитрĕмĕр, кунта тул çутăлса килчĕ. N. † Автан автать, тул çутлать, ал илер те уйрăлар. Моштауши. Нăмаях калаçса лармарăмĕр, тол çутăлса та карĕ. Б. Яуши. Тул такçанах çутăлнă, тет. N. Тул çутăлас енне кайсан, каллах килне кайса выртать. СТИК. Кĕлтене тул çутăласпарах тухса карăмăр. На возку снопов выехали еще до рассвета. N. Эпир вăрманта шăтаксем чавса лараттăмăр. Тул çутăлнă-çутăлманах австрисем пире тупăпа яра пуçларĕç. Ск. и пред. чув. 99. Тул çутăлас патнелле (около рассвета) тухать сарă яш ача. N. Тул çутăласпа эпир тăтăмăр. Юрк. Тул çутăлнăпа. Якейк. Эп йомах ярсах тол çутăлтартăм. До самого рассвета все я рассказывал сказки. Ib. Эпĕр калаçса ларсах тол çутăлтартамăр. Мы разговаривали вплоть до рассвета. || Погода. Чист. Аранçĕ тул çемçетесшĕн витнă. Пухтел. Тул ăшă пек-и? — Çук, ăшă мар тул. Ib. Тул ăшăта пуçларĕ; тул сивĕте пуçларĕ. || Верх, т. е. внешняя сторона платья. N. Ăшĕ-тулĕпе. || Корка (напр., пирога; противоположно ăш, начинка). Собр. Урпа пашалу тутлă тул, сăра салачĕ урпа тырри. N. † Сыснаш (= сысна аш = кокли тувас теттĕм, толне толăран тувас теттĕм (хотела). Якейк. Пирĕн хăта пит лайăх, толĕ çортри полсан та, ăшĕ тăпăрч полмалла (т. е. на вид невзрачный, но душою хорош). || Корка (переплет) книги. N. Эпĕ çĕр кĕнекене хыт тол туса хотăм (переплед). Н. Якушк. Хам вулакан кĕнекене симĕс тулĕпе туллаттартăм. (Солд. п.). || Обертка, покрышка книги. Сятра. Кĕнекее тол тытрăм (обернул). || В знач. послелогов: за... вне... СПВВ. Хапха тулне тухса пăхнă. Юрк. Хапрăк ял тулĕнче (за селением), шыв урлă. Регули 837. Кил карти толĕнче йолчĕ. || Больше. N. Çитермен е ватă выльăха епле вăйран тула ĕçлеттерен?

тулуй

лишний; долой (русск.). Альш. Тарçи калат, тет, пупа: эсĕ мана вăрçсан, эсĕ ху килĕнтен тулуй пулăн, тет, эпĕ сана вăрçсан, эпĕ çак килтен тулуй пулăп, тесе калат, тет.

тулли

толли (туλλиы, тоλλиы), полный, наполненный до краев. Шинар-п. Сасартăк манăн атте кил-хушшинчен чупса кĕчĕ те, пӳртри тулли витрене йăтса туха пуçларĕ. N. Çавăнпа вĕсен çурчĕ те тулли курка пекчĕ. Янш.-Норв. Стел çине пĕр тулли витре сăра лартаççĕ. Собр. † Тулли хуран çаксассăн, нумай çиет тииĕççĕ. N. Шкулсем рурте, хурт вĕлли пек, тулли тăраççĕ. Кратк. расск. 15. Пĕр хăмăл çичĕ тулли тутă пуçах кăларнă пек. СТИК. Ку хĕрарăм тулли çӳрет (çак хĕрарăм тулнă, беременная). N. Кĕрӳсем тумланнă вăхăтра пӳртре кĕтсе лараççĕ, тулли япаласемпе, ĕçкĕпе (scr. ĕçтепе). N. Сĕтел çине тулли япаласем лартаççĕ. Юрк. Мĕн ĕçпе çакланасси-мĕнĕ, леш тĕнчере пурăннă чухне çынсене эрех ĕçтернĕ вăхăтра, кирек хăçан та эрехе шеллесе черккене нихçан та туллиех тултармастăмччĕ. Авă çавăншăн çакланмарăм-и, тесе калат, тет, хăй. Регули 1290. Толлиах толтартăм, толлиах виçсе пачĕ. Орау. Манăн çăварта туллиях шывччĕ, эпĕ нимĕн те калаçаймарăм. Янтик. Пӳлĕмĕнче кĕнеке тулли хăйĕн. N. Халăх хурал пӳрчĕ туллиех. ЧС. Çав кил-хуçийĕн авăн картинче тулли ăвăс ларат. || Полно. Якейк. † Орам толли сăран атă, ман сăран атă йолас çок, тăван ати йолмалла. (Солд. п.). N. Кĕлет тулли çĕр улми выртать, сакай тулли çĕр улми. БАБ. Пӳрт тулли ача, урай тулли путек, сакă тулли тӳшек. (Моленье „Чӳклеме“). Альш. Аннен ачаш чунĕ эп, çӳпçи тĕпĕнчи пирĕ эп, аслă пӳртĕн тулли эп. ЧС. Çулçа çăвар тулли тултара-тултара çие пуçларĕ, тет хайхискер. Сред. Юм. Ăсĕм патне пӳрт толли çын пырса толнă. У них полная изба народу. Ib. Çырма толли йывăç лартса тохна. По всему оврагу насажены деревья. Собр. † Пурçăн туттăр пуç тулли, пирĕн тăвансем куç тулли. Б. Олг. † Торта та толли тор лаши, тортин те тортмин хунь çинче, хорама пĕкĕ хоçăлмĕччĕ; ыраш хăмăл çуттипе киле пер çитрĕмĕр; çичĕ çохрăм вăрманне аран пер тохса çитрĕмĕр — атан атрĕ. Якейк. † Торта та толли хора лаша, айăм та толли хора çона, çонам та толли хора хĕр. Кубня. † Хура варлă тутăр, ешĕл çӳçе, çыхсан-çыхмасан та, пуç тулли. Савнă тантăш хура куç, курсан-курмасан та, куç тулли. N. † Аттепе анне кӳме толли, вырăсла пиçхи пилĕк толли, француз тотри мăй толли. ПВЧ. 126. Çийăм тулли пуставăм, квак пĕлт пулса шуçтăр-и? Абыз. † Симĕс пиçихи пилĕк тулли, пирĕн йăмăксам куç тулли. Ерк. 54. Пурçăн вĕçлĕ алшăли, икĕ сурпан пек ик енчен — парне çакрĕç пӳ тулли ула лаша çилхинчен. Бгтр. Куçăм тулли пичем пур, куçăм хыçне тăрсă юлчĕ. Ау 393°. † Эпир кайса пыратпăр, курса юлăр куç тулли. N. ЧП. Ăйхăм килет пуç тулли. || Нагруженный (воз). ЧС. Тулли лав (полная подвода) тĕл пулсассăн. N. Теччĕ çулĕпе пире хирĕç тулли лав пырат. По тетюшской дороге едет нам навстречу нагруженный воз. || Груз, нагруженный воз. Курм. Толлипа каяççĕ. Якейк. Толлипа пыр (нагруженным возом, пошăпа — без поклажи). || Налитые бабки. N. Туллисемпе выляс, играть в бабки налитыми.

Тулт

, толт, носить, таскать. Ала 55. Эпĕр вĕсене (вещи) лав çине тултăпăр (будем носить на телегу). Ау ЗЗ. Ылтăнпа кĕмĕл тултакансем. N. Навос лайăххи толтрăм (натаскал на гряды). Юрк. Çав çăл шывне куллен ĕçмешкĕн витресемпе тултнă. Ib. Хăй картишĕнче пус çук; шыв кирлĕ пулсан, куллен çын пуссинчен, кӳршĕрен, тултаççĕ. N. Вăл япала тултат (приносит), тет, укçа килчĕ укçа, мĕн килчĕ ăна тултат, тет. N. Аптекăран пульнитсăна эпĕ амаль нумай тултнă. СПВВ. Хура вăрманта хура тилĕ çăварĕпе йăва тултат-çке. Вăл укçăна памасан, шăши тулттăр укçăна. Н. Лебеж. Тумтир тулта-тулта тул çутăлчĕ.

тумлан

(тумлан), одеваться, наряжаться. Чăв. й. пур. 21. Хăй пит тумланса çӳре пуçланă. Юрк. Çул енĕпе тупăлха, çулсеренех тумланат. Альш. Тумланса, çыхăнса тăраççĕ тухмашкăн (готовятся к выезду гости). N. Урăхла тумланчĕ. Переоделась (чтобы ее не узнали). Сĕт-к. Йосу томланнă. Прилично одет (акăш-макăш). || Обзавестись одеждой. N. Кăçал эпĕ лайăх тумлантăм, пĕр-ик-виç çул нимĕн илмĕсĕр пурăнма пултаратăп.

тумлантар

(тумландар), одевать, наряжать. Ст. Яха-к. Вĕсем лашисене пĕтĕмпех тумлантараççĕ: çилхи-хӳрисене хĕрлĕ пурçăнсемпе çыха-çыха яраççĕ. (Çăварни). N. Паян тумлантараççĕ те, ыран вăрçа каймалла, тиççĕ. Юрк. Эпĕ ăна пит лайăх кăна тумлантарса çӳрететĕп. Изамб. Т. Авланакан качча хăйсен килĕнче, кĕлетĕнче, тумлантараççĕ.

тумхах

томхах (тумhах, томhах), кочки. Турх. Тумхах картиш варрине прахнă ыраш улăмне. Б. Яуши. † Яшсен атти сакăр кĕтеслĕ; хĕрсен тĕлне çитсессĕн, тумхахсăрах такăнать. Альш. † Хусана кайрăм, хура лаша илтĕм: хура тумхах çинче çăрхалать. Хора-к. Туя тăрри тумхах çул, алăри туям хуçăлах карĕ, хамăн ура тупан шăтах карĕ. Альш. † Пĕчĕкçĕ лаша, турă лаша, тумхах тăрăх çăрхалат. Зап. ВНО. Эпĕ тумхах çине такăнса ӳкрĕм. Хурамал. Тумхах = пыльчăк шăнни. Шибач. Томхах çол, неровная, шишковатая дорога. Бюрг. Хире тухрăм эпĕ çывăрма, пуçма хутăм эпĕ тумхаха.

тунсăх

тонсăх (тунзы̆х, тонзы̆х), состояние скуки, употр. чаще в ф. дат. п. в нар. смысле: в охоту. Зап. ВНО. ЧП. Инçе çĕрте пĕр тăванăм пур, калаçаттăмччĕ пĕрре тунçăха. Микушк. † Пӳртĕр çумĕнчен çул иртет, тунсăх мар-тăр шăнкăрав сассинчен. Час-час килетĕп, час каймастăп, тунсăх мар-тăр эсир пиртен. N. † Пӳртĕрсем çул хĕрринче, тунсăх мар-тăр шăнкăрав сассинчен; ир те килеп, тăван, каç та килеп, тунсăх мар-тăр эсир ман сасран. СПВВ. Инçе çĕрте пĕр тăванăм пур, калаçаттăмччĕ пĕрре тунсăха. Хурамал. Çуртăрсемех çӳлĕ, урамăрсем аслă, тунсăх мар пулĕ шăнкăрав сассисем; иртсех те килеп, каç та килеп, тунсăх мар пулĕ, тăвансем, эп сире. N. Вăл кĕнекесем пире пит тунсăх, çавăнпа эпĕ вĕсене тем пек ĕмĕтленсе тăратăп. N. Хура çăккăр мана тунсăх (я долго не ел его с наслаждением). Орау. Вĕсем, нумайранпа аш çименскерсем, тунсăха путенесене пит нумай çинĕ. Сред. Юм. Тонсăха пĕр апат йорать ô. Изредка ладно и это кушанье. Альш. Тунсаха юрат. Сред. Юм. Тонсăха пĕрер апат тинкĕле те йорать. || Скука, тоска. N. Килĕшĕн хытă тунсăха ернĕ. Очень соскучился по дому. || Скучно. N. Пурăнма тунсăх, теме пуçларĕ, ача килтисемшĕн тунсăхлать, курăнать.

тунсăхла

(тунзы̆хла), скучать, соскучиться, тосковать, стосковаться. Хурамал. Тунсăхлатăп = курасшăн пулатăп, ыйтатăп. N. Аш çиме тунсăхласа, вĕсене (пăчăрсене) пит нумай çинĕ. N. Пит тунсăхланине кура, ăна уллаха чĕнтĕмĕр. N. Эпĕ, пурăнсан-пурăнсан, тунсăхларăм. Ст. Чек. Тетĕшне тунсăхланă; хура çăккăра тунсăхларăм (выражает чувство человека, которое испытывает он, быв долгое время лишен чего-либо и потом получив этот предмет). Альш. Çемьене тунсăхларăм, соскучился по семье. Турх. Сарă ача сарăхать, хура хĕршĕн тунсăхлать. Сред. Юм. Килтисĕне корманни нăмай полать те, тонсăхларăм ĕнтĕ, киле каяс килет. Конст. чăв. Хăйсем питĕ тунсăхланă — эпĕ чăвашла шăкăлтатса калаçнинчен нимĕн ыйтма пĕлмесĕр пĕтĕмпе тĕлĕнсе, савăнса итлесе ларчĕç. Суждение. Ачана пĕччен пурăнма кансĕр пулнă, вăл тунсăхла пуçланă. Питушк. Ах, тонсăхларăм çантан (соскучился), тет. N. Тем тĕрлĕ тунсăхларăмăр. N. Нумайранпа пĕр-пĕрне курмасăр тунсăхларăмăр. См. Paas. 173. СПВВ. МС. Эпĕ тунсăхларăм пӳртре ларса (стосковался).

туп

топ, находить. Регули 1008. Виç кил картинче шыраса топимарăм, тăваттăшăнче топрăм. Ib. 300. Топиччен каймăпăр киле. N. Çтан тупнă эсĕр ку çĕлĕке? Çтан тупрăр эсĕр ку çĕлĕке? N. Она тописан, лайăх полĕччĕ те... Якейк. Онсăр пуçне ку выртма орăх вырăн топиман (не нашел где лечь)? Ib. Онсăр пуçне эс тăхăнма орăх япала топимарăн-и (не нашел что надеть)? Собр. Вăл çĕрĕ мĕн каланине те тупса килсе панă. Сред. Юм. Иккĕн пынă чохне пĕри ӳке парсан, онтан колса: окçа топрăн-а-мĕн? тес вырăнне, тӳрех: топрăн-а-мĕн? тет. Ib. Пире хăйшĕн лава кайма килсе каланă, топрăмăр ĕç вара эпир пориншĕн те лава çӳресен. Янтик. Ах, ун тертне! Мăшкăлать чысти! Ман умран тупайчĕ хăй, кайран хăй умне кайса тăчĕ (нашел на моей лехе, быстро сорвал и ушел на свою леху). Ib. Пыр ярăнсассăн, сăра тупать, теççĕ. Турх. Хăнаху ылхан тупатăн. СТИК. Ун тĕлĕнчен тупăнать. (Гов. про маленьких, если они, отличаясь шалостью, упадут, вывихнут руку, разобьют нос и т. под.). Ст. Шаймурз. Чикрĕм — кăлартăм, чикрĕм — кăлартăм, шурă пуçлă ача тупрăм. (Уйран уçлакан услам çу кăларни). || Карсун. † Ан ӳпкелĕр, тăвансем, эп килнĕшĕн, хăвăр та çапла пырăр хăнана. Тупмăпăр-ши сирĕн сăйăра, тăмăпăр-ши сирĕн умăрта. Ст. Шаймурз. † Ай-хай тантăш пысăк, тантăш пысăк, епле тупаям-ши кăмăлне. || Сосватать. Синерь. Çав тарçа хай Ивана кĕтекен хĕре тупса пама тапратрĕç, тет. || Зарабатывать. Икково. Окçа топа тăрать. Он то-и-дело зарабатывает деньги. М. Сунч. Ун чухне юмăçсем пит нуммай тупрĕç-тĕр. N. Кăçал эпĕ каскаласа вăтăр тенкĕ тупрăм. Регули 1063. Вăл хăва лашисенчен (лашисемпе) окçа номай топрĕ. || СТИК. Ак тупрăм! Ку мана сутса ярĕ. (Ответ отца на наивяое лепетание мальчика: эпĕ, атте, сана, пасара кайсан, сутса ярăп ак, эс мана хĕнетĕнI). || Забеременеть. Шурăм-п. Хунямăш: кин ютран тупрĕ кăна (забеременела от чужого), терĕ. Арăмĕ ача çуратнă, ют çынпа тупнă. || Добегаться, доходиться. КС. Чупрĕ-чупрĕ те, тупрĕ (добегался до худого). Ib. Çӳрерĕ-çӳрерĕ те, тупрĕ. || Родить. ГТТ. Çав вăхăтра аптăраса, çав вăхăтра тин (ача) тупрăм (тупрĕ, турĕ, çуратрĕ). Юрк. Упăшка салтака кайсан 7 уйăхран ача тупрăм. N. Аттеçĕм, аннеçĕм, ĕрехмет пире тупнăшăн (= çуратнăшăн. КС.). N. Ача тупасси хăшпĕр хĕрарăма питĕ хĕн. N. Вăл ачисене пит йывăр тупать (пит çăмăл тупать). || Получить удар(-ы), побои. Ск. и пред. Чув. 48. Хăй те лайăхах тупса кайрĕ пулмалла. || Юмансар. Хăйне валли туп-а-а çӳрет. Он себе всегда беду найдет. N. Лешĕ топнă корнать ĕнтĕ (налетел на что-то недоброе). || Придумать, изображать. Истор. Шӳт тума юратнă, час-часах хăйĕн юлташĕсене мĕн те пулин тупса каласа култарна. N. Çĕнĕрен пĕлĕмлĕх тупса кăлармалла. N. Пĕр япала пулсан (или: пулнă пулсан), сăмаха тупма йăвăр вара (забудется вследствие того, что стал думать о другом). || Разгадать. Орау. Е паçăр ватă каланă сăмахсене тупас пулать (разгадать слова, сказанные стариком). || Стянуть. Курм. || Заразиться, N. Иртĕхсе çие-çие тăм-хаяр чир те тупăн.

тупăш

прибыль, доход, выгода. СПВВ. ИА. Тупăш илес мар çине сут тăвасси çук. Истор. Хăшĕ ĕçлекен çук пирки çĕртен те тупăш курайман. Кан. Çулĕ-çулĕпе унтан нумай тупăш кураççĕ. N. Çулталăк иртсен, тата пĕрлехи ĕçрен юлнă тупăша ярать. Ялюха М. Тупăша, мула парăнни, корысть. Альш. Атя каяр леш вĕçе, улăшăва мар, тупăша. Ск. и пред. чув. 94. Кăвак хуппи, çут-хĕвел, мана тупăш паратьчĕç. || Добыча. Чув. календ. 1911. Вăл вăхăтра вăрçăра тыткăна илнĕ çынсем вăрçă тупăшĕ пулнă. || Выгодно. N. Эпĕ вилни маншăн тупăш, текенсем те пулнах çав.

ывçă тупанĕ

ладонь. Кан. Эпĕ ăна ывçă тупанĕ çинче тыткалап, тесе калать, тет. Ура тупанĕ, подошва ног. N. Ура тупанне çу сĕрсе, кил майлă чакатпăр. ЙФН. Çурăм хыçĕнче çуртăм пур, ура тупанче чунăм пур. || След от ноги. Сред. Юм. Тепĕр çол юппинче ора топанĕнче сохаллă, пӳрнеске пысăккăш старик ларать, тет.

тупă

(тубы̆), пушка. N. Тупă сасси çĕмĕрĕлсе тăрать. N. Тупă хытă пĕтерет этеме. N. Эпĕ тупă патĕнче. N. Пăшал вырăнне тупă çапать. N. Тупă ураписем сĕлĕ пĕрчи пек саланса кайнă. N. Пирĕн виçĕ тупă та татăлса карĕ чăтаймасăр. N. Варшавран тухнăранпа тупă сасси хулхаран кайман. БАБ. Тупă çап = туп атмак(тат.?). Менча Ч. Хĕçĕнчен те пулш сыхлăсăнччĕ, тет, туппинчен те пулин эсĕ упрăсăнччĕ, тет хăй. || Снаряд, бомба. N. Тупăсем ӳке-ӳке çурăлаççĕ. N. Тупă пăрахать (бомбы). N. Тупă килсе ӳкрĕ те, пĕр ушкăн (одно время) хăлха янăрса çӳрерĕ. N. Халь пĕр тупă ӳкет, халь тепре, çырнă çĕрте килсе ӳкет те, ал чĕтресе каят. N. Хĕрĕх пăтлă тупă.

тура

(тура), чесать. СПВВ. N. Самай тураса пĕтнĕ чух çӳçĕм пĕрчи çыхланчĕ N. Кăтра çӳçĕрсем вăрăмлансан, епле турăр ăна турапа. N. Ир пулчĕ. Эпĕ тăтăм. Ура сыртăм. Пит çурăм. Пуç турарăм. Янтик. † Кӳлтĕм тарантас, кӳлтĕм пар ут, çилхисене тураса. || Вычесывать (лен). N. Аслă пасар варринче туранă йĕтĕн виçеççĕ. || Выдирать. Альш. Хурчăка кайăк усал кайăк: хăйĕн мамăкне хăех турат-çке. || Собирать граблями, согребать. || О сохр. здор. Питне-куçне, кăкăрне сивĕ шывпа пĕрĕхсе (спрыснув водой) турас пулать.

тура-хуп

гребень, чесалка для расчески пенька и льна. СПВВ. ЕХ. Тура-хуп = сӳс арлаканни. Н. Седяк. Тура-хуп — сӳс авăрламалли тура. N. Çăка çине ларăп, вĕрене витĕр пăхăп. (Вăл та пулин тура-хуп). Сред. Юм. Тора-хоппе йĕтĕн арлаççĕ; тора-хопĕн шăлĕсем тора шăлĕ пик, тулькĕ онтан вăрăмрах. Н. Карм. Тура-хупĕ çинче тура шăлĕ, пĕтмеçт тесе, васкаса эпĕ авăрлап. Ib. Кĕнчеле авăрлакан тура-хуп (гребень). Т. II. Загадки. Тăрри хĕрĕх, тĕпĕ пĕрре. (Тура-хуп). Ib. Пĕчĕкçеççĕ кинĕм пур, кукăр тура-хупне ятать те, çӳрет. (Кушак). С. Тим. Чашăкĕ (с кашей) çумне тура-хуппе сулахай пĕтĕрсе пуçланă йĕке хураççĕ (на печку „хĕрт-сорт’у“).

турăшăн

„ей богу“, во имя бога. Кама ЗЗ. Илсе кайнă чухнех çĕмрĕкчĕ вăл. Эпĕ çĕмĕрмен ăна, турăшăн вăттăк эпĕ мар.

туркăлла

по-турецки. Конст. чăв. Вара эпĕ çыру çырса ятăм, çыруне пĕр енне туркăлла çыртартăм.

турт

, торт, (турт, торт), тянуть, притягивать. Сунт. Ермолайĕв алăка хăлăпĕнчен туртарах çĕклерĕ те, алкум алăкĕ часах уçăлса карĕ. Панклеи. Вăрă-хорахсем çавăрнса пырса алăка тортса пăхаççĕ — алăк уçăлмасть. Якейк. Вĕрен, килкепе явса пĕтерсен, она, якалтăр тесе, пăтаран çаклатса, пĕре пĕр вĕçĕнчен, тепре тепĕр вĕçĕнчен тортаççĕ. N. Хапхана турт-турт — уçăлмасть. || Тянуть (о трубе). N. Кăмака темĕшĕн туртмас. Орау. Темĕскер туртми пулчĕ (не тянет в трубу что-то; гов. о самоваре). || В перен. заач. N. Улпутсемпе савăт-хапрăк хуçисем хăйсем майлă туртаççĕ. N. Вăл ăçта туртнă, унталла каять. Кăмăлĕ туртнă хыççăн каймасть. ЧП. Эпĕ кунтан кайсассăн, шухăшăм атте килне туртат-çке. Пазух. Патшаях та çурчĕ — чул хула, чул хула та пулсан, чун туртмасть. Юрк. Ирĕксĕр тенĕ пек çыннăн кăмăлĕ ырра туртнă енне çаврăна пуçлат (где лучше, туда). НИП. Юн туртать (из-за убийства происходит вражда). || Тянуть к чему-либо. N. Хытă çĕрте çывăрма вĕреннĕ те, çавăнтах туртать. || Дергать. Ст. Чек. Лашана çиленсе тилхепе те туртман. М.-Чолл. Аллине тăсрĕ те, йĕвенне туртрĕ. Якейк. Кĕсле каланă чох вăл хĕлĕхсене аллисампа тортать (музыкант). Орау. Кантăрисене туртса салтмалла çыхаççĕ. Собр. Тĕкме витĕр йыт туртать. (Кĕнчеле арлани). Сред. Юм. Тортса салтмалла çыхăр. N. Атăсене аран сĕтĕретпĕр; туртса тухмас, пĕтĕм тăм анчах. Б. Яныши. Кăвакалĕ: тортас-çакас лакартакран, терĕ, тет. Тораево. Пурис пичин пурни куккăр. (Кантăра туртнă пăта). || Выдергивать, вытаскивать. Альш. Капан тăррине курак-чакаксем туртса пĕтерчĕç. N. Айĕнчен-çийĕнчен туртса, утмăл купа капанĕ тунă, тет. Изамб. Т. Хăшĕ-хăшĕ капан патне кайса çăварпа улăм пĕрчи туртаççĕ. || Одернуть. Якейк. Сан ӳт корнать, кĕпуне торт (одерни). Ib. Ача, кот хыç тортса яр-ха (одерни мне рубаху сзади). || Драть (за волосы). Тайба. Т. † Хĕр, савнине каяймасач, çӳçне туртса йĕрет улăхра. || Ударить, вытянуть. Кан. Чăпăрккапа çурăм урлă туртрăм. Сикрĕ те (лошадь), туртана амантрĕ. Исаково (Цив. р.). Ах, Ивана ашшĕ пушăпа туртрĕ. Норус. Пере (= пĕре) лашине туртса çапрĕ, тет, унтан лаши вĕçнĕ пек карĕ, тет. Альш. Ураран пĕр-иккĕ туртас (вытянуть кнутом). КС. Пушăпа çурăм тăрăх туртрĕ. || Дергать (о боли). В. Олг. Шăл тортать, болит зуб. (у КС — моментальная боль). N. Шăл тымарĕ туртсан, ыратать, шăл туни шыçса каять. Б. Олг. Хол тăрăх тем чирĕ тортса кайрĕ, тет, витрех ыратса карĕ хола тăрăх. Ib. Чăрпоç кокрашкине шăнăр тортса лартрĕ. Якейк. Соранлă алла çыхса лартрăм та, питĕ хытă тортать (дергает). Альш. Хăлхана туртса ыраттарат (боль). Синьял. Пуç туртса кайсан: кам мана çиет ĕнтĕ, теççĕ. || Втягивать. О сохр. здор. Сăмсана чей курки çине пĕр чĕптĕм тăвар ярса ирĕлтернĕ ăшă шыв туртас пулать. Шурăм-п. Сăмса-юхи (сопливый) манкине шалалла туртнă. N. Мана йытă тени чăтмалла мар хур, тутупала каланине сăмсупала турт. || Перетянуть. БАБ. Тенĕр ирччен юрĕ туртса кайсан, тепĕр çул тырă начар пулат, текенсем те пур хушăран. || Обтягивать. N. Тимĕр торт (обтянуть); тол торт. || Затягивать. Шорк. Чӳлĕк тортса пар-ха. || Подвинуть. Сĕт-к. Стеле кĕт торт. Юрк. Çав сĕтелне лартаççĕ маларах туртса, ун йĕри-тавра çаврăна пуçлаççĕ. || Везти, тащить. ПВЧ 104. Мăн çул çинчи тусанне хура тур лаша туртас çук (не увезти). Кан. Лаша туртса çитерсен, пĕтĕмпех тиетпĕр. М. Етмени. Тортаканĕ ларса пыраканне йоратмаçть. Везущий не любит везомого. Никит. Пĕр сухине туртрĕç те, уя сухалама карĕç (девки). || Пить. КС. Сăра ĕçтернĕ чухне: турт, тесе сĕнеççĕ. Ib. Качча кайнă хĕр амăшĕсем патне сăрапа пырсан, пичкине пӳрте йăтса кӳртиччен, сăрине анинчен çĕр виттĕр ĕçеççĕ, ăна: çĕрпе туртас, тиççĕ. Ск. и пред. чув. 19. Шыва ланкартаттарса тутисемпе туртаççĕ. || Впитывать, втягивать. Якейк. Хот чернила тортса илет. Орау. Губкă шыва хăй ăшне туртса илет. Губка впитывает в себя воду. Ib. Тип хăмăш шыва хăй ăшне туртса(ĕмсе) илет; пирĕн енчи чăвашсем çавăнпа чӳрече çинчи шыва ĕмтерсе илме пĕрер ывăçăн-пĕрер ывăçăн çыхса ал-лапки тăршшĕ татаççĕ, вĕсене чӳрече çине лартаççĕ. Хора-к. Выртан каска шыв тортать. || Курить. Изамб. Т. Çынтан туртса вĕренсе каяççĕ ăна. N. Ачалла чĕлĕм туртмалла мар. Не нужно курить с детских лет. Орау. Чĕлĕмне туртса ярчĕ (закурил). N. Тортнăпа тортман пĕрех. || Нюхать табак. N. Сăмсана тортать (нюхать). N. Тапак тортат (нюхаю). || Манить. Альш. Çĕлĕкпе туртрĕ (манил). КС. Мана пĕр çын çĕлĕккипе туртса чĕнчĕ (манил). || Выносить, вытаскивать. Орау. Хĕрарăм килтен юта япала туртсан, пурнăç каялла (или: кутăн) каять, тит. || Натаскивать, подтаскивать. Ала 107. Шăши та хăйне валли шăтăкне мырă тортать, тиççĕ. Ib. 98. Часрах нӳхрепсем ту та, нӳхрепсемшне тырруна торт. Богдашк. † Туртасси пур пĕр кĕлет, туртăпăр та татăпăр. Ядр. † Алтăр тулли аш туртрăм, вăртах пычĕ, чӳлĕк туртрĕ. N. † Янавар укçи турпас мар, туртмассейрен çу юхмаçт. Б. Олг. Кайсассăн (на свадьбу), ачасам она хĕре ташлама тортаччĕ. Юрк. Ют çынсем ăна сиссе, манахсем пуçлăхне вăрттăн систернĕ: сирĕн монахсем çапла-çапла çăл шывĕ вырăнне витресемпе эрех туртаççĕ, тенĕ. || Весить. Г. А. Отрыв. Пĕр 12—13 кĕренкке йăвăрăшĕ туртнă пуль. || Пилить. Сятра. Ме тортмастăн (или: татмастăн)? Что не пилишь? Панклеи. Эпĕ çиттĕрм те, йоман тăрне хăпарса, пăр тората кăчăкăпа тортма тапраттăрм. || Грести. N. Тырă туртмалли кĕреçе (на мельнице), пĕтернĕ чухне унпа тырă туртаççĕ. Якейк. Орапа е çона çине утă е олăм тяса (= тиесе) лартсан, вăл тăкăнса ан пытăр тесе, çакăнса тăракан ута креплепе тортаççĕ, татаççĕ. || Черкать, подчеркнвать, зачеркивать, проводить линию, прочерчивать. N. Турта-турта хурасран хăрарăм. Я боялся, что он перечеркает. N. Çырнă сăмахсене айĕнчен турт (подчеркни). || Затягивать, запрягать. Карсун. Эп чупрăм та антăм килелле, и туртса та кӳлтĕм торă утма. Янтик. Хура турă утсене туртса кӳлме юрĕ-ши? Турта тулли тур лаша, туртса култĕм туртана. || Заволакивать. Якейк. Ир уярччĕ, халь пĕтĕмпех пĕлĕт тортса илч. Н. Уз. Çанталăк улăшăнчĕ, пĕлĕт туртрĕ. Собр. † Уйăхсам тĕлне пĕлĕт туртсан, пире асăнмасăр ан тăрăр. || Обшивать, вшивать, вплести, обтягивать. Янтик. Белая Гора. † Саратăв енчĕк тулне пурçăн туртрăмăр, ăшне кĕмĕл хыврăмăр. Альш. † Тулĕсене пурçăн туртăр-а (у енчĕк’а). Собр. Касански хĕрĕсен пурни пурçин турта-çке, ури пире тапа-çке. Лашм. Пĕчĕкçиççĕ çăмха — сар çип çăмхи, ан çухатăр — пиçиххи туртăпăр. К.-Кушки. Туртнă пиçиххи (на пальцах плести шнурки; так делают „йĕм кантри“). || Облепить. Чхĕйп. Тата çăпата кантринчен кăшт пĕчĕкрех пĕр вунă хăлач çип пĕтĕрнĕ те, уна ăвăспа туртса, çурта пек çунакан тунă (делали). || Спать крепко. Икково. Апат çисан, ну ыйха тортатпăр (нумай çăвăратпăр). || Затянуть песню. Ир. Сывл. 6. Ян-ян кĕвве паянах туртса ярар çĕнетсе. Ib. П. Туртрĕç-ячĕç çĕн юрра (затянулн новую песню). Ib. 26. Хăйĕн çемçе чĕлхипе туртса ярать юррине. || Волочить, подтаскивать. || Отводить. Тим. Чĕлхерен йăнăш тухсассăн, айăпа туртас ан пулăр.

туртăн

, тортăн, (турды̆м, торды̆н), тянуться, тяготеть, стремиться. N. Малалла туртăна пуçларĕ. Никит. † Тĕклĕ ураллă тăмани, туртăнать-туртăнать — чăхсем патне çитеймест. Курм. Тортăнса хопарчĕ, потянулся руками (напр., гимнаст). Слеп. Туртăнса сӳлет (тяжело). Лап-к. Вăл, тортăнсан-тортăнсан, вĕçсе тухса кайрĕ. Полтава 116. Вăрçа пăхать савăнса, чунтан вăрçа туртăнса (стремится). Ир. Сывл. 9. Пурте туртăнаççĕ кĕввĕме. N. Шăни туртăнчĕ-туртăнчĕ, ниепле те ĕçĕрнсе каяймарĕ. Муха трепыхалась, но не могла отстать от бумаги. Изамб. Т. Пирĕн йытă вите еннелле туртăнса вĕрет. Тайба Б. † Кăвак лаша тăрат карăнса, тилкеписем тăрат туртăнса, йĕслĕ йĕвенсем те пуçĕнче, вуник урлă кутлăх çийĕнче. N. Чунăм пĕтĕмпе хавасланса кайрĕ. N. Ун чухне çавăнпа та шкул енне туртăнакан сахал пулнă. Кан. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕнех çутталла туртăнаççĕ. Изамб. Т. Ун чухне пуяннисем юрлăсене ыраш кивçен пама туртăнман. || Упираться, упрямиться, ломаться. КС. Туртăнса тăрать (не решается). N. Ăна пулăшасран туртăнса ан тăр. N. Эсĕ мĕн чухлĕ туртăнса тăратăн, çавăн чухлĕ вăл сана тимлесе йыхăрать. СТИК. Аслă акăшне калама параççĕ (дудку), тет, илмест, тет, туртăнат, тет. N. Чĕлхĕне вĕренмесĕр туртăнса тăрас(си) çук. Чем люди живы. Михала туртăнса-туса тăман, улпут таварне илсе сĕтел çине сарса хунă та, хутласа каса пуçланă. Кайсар. Вăл калаçĕччĕ те, ваттинчен туртăнат. || Отступать. N. Эпĕ: атте мар пулĕ ку, çынсем ашшĕсем пекте тумланман, тесе шухăшласа каялла туртăнма пуçларăм. || Худеть. СТИК. Çын ĕçпе мар, хуйхăпа пит хытă туртăнат. КС. Лаша туртăнчĕ (похудела несколько от сильной работы). Ст. Чек. Туртăннă = начарланнă, похудел. Сред. Юм. Лаша тортăнчĕ, сăхăнчĕ (похудел). Якейк. † Туйăран туйя çӳресе тор лаши та тортăнчĕ, çӳрен лаши та çухелчĕ. Чума. Пичĕ-куçĕ туртăнса шап-шурă пулса, тем тĕрлĕ йывăр хуйăха ӳкнĕ çыннăн пек пулать. О сохр. здор. Акă лаша та, инçе çултан килсен, туртăнать (худеет). Яргуньк. Ати пачĕ кăвак лаша, савса паман япали кӳлнĕ-кӳлмен туртăнчĕ. || Падать (о волосах). Байгул. Çӳç туртăнсан, çын çиет, тет. (Поговорка). || Заволакиваться. Чув. пр. о пог. 168. Туртăнать (тонкие белые полосы, будто натянутые поперек небесного свода). || Куриться. Орау. Чĕлĕмĕ туртăнмасть, питĕрĕнсе ларнă (не курится).

туртса кăлар

выдвигать. || Вытаскивать. Юрк. Улпучĕ эрех ĕçме юратнине пĕлсен, эрехне те туртса кăларат. || Затевать. || Придумать, изобретать. Альш. Ун чухнехи самана йывăрлăхне камсем туртса кăларнă-ши.— Улпутсемпе купсасем, вĕсен тытăм йĕркийĕ. N. Эсир мана хирĕç мĕн туртса калассине пĕлетĕп эпĕ. N. Çак эрехе малтан туртса кăларакан çын ылханлă пултăрах, тесе вăрçать, тет, арăмĕ.

турттар

понуд. ф. от гл. турт; возить. N. Турттар (не людей), но: кунĕпе вилнĕ (или: вилĕ) çын (или просто: виле) турттарап. Якейк. Паршăпа тырă торттараççĕ. На баржах возят хлеб. Ib. Проххотпа çын торттараççĕ. На пароходах возят народ. СПВВ. НН. Тăвар турттарма кайнă тени — вилнĕ, тенĕ сăмах. Вăл нумай пулат тăвар тиеме кайнă тени — вăл вилни нумай пулат, тенĕ сăмах. N. Йывăççисене каскаласа пурне те яла турттарнă. ЧС. Хăй ытла мăнтăрах та марччĕ те, çапах хăй туртас ăлава ытти лашасене турттармастьчĕ (лошадь). Регули 349. Вăлсам мана лашана торттарса килнĕ. N. Вăл тавар турттарса килчĕ. N. Кам сана кĕлтӳне турттарса пачĕ? Кам сана уттуна киле турттарса пачĕ? Пур йывăр япаласене кам çине хурса кӳрсе килтĕн? N. Тырă вырса пĕтерсен, тапратаççĕ вĕсем кĕлтесем турттарма. N. Вĕсем пек крапаллă коляскăна кулĕнеççĕ те, çынсене лартса турттарса çӳреççĕ. || Обтягивать, натягивать, шиновать (колеса). N. Урапана малтине шина турттарăр. Сред. Юм. Орапана торттарасчĕ. Кан. Куçĕсене тутăрпа урлă турттарса çыхса çуреççĕ. || Покрыть (шубу). N. Эпĕ кĕрĕке пуставпа тул турттартăм. || Взвешивать, вешать. Чув. Календ. Эпĕ кайран шăрчăкĕпеле кăткине турттарса пăхрăм та, шăрчăкĕ кăткинчен 60 хут йывăр пулчĕ. N. Турттарса кĕр. Орау. Эпĕ паян хама-хам турттарса пăхрăм та, тăватă пăт лапах туртрăм. N. Пассажра темскерле тараса çинче хама-хам турттарса пăхрăм та, пилĕк пăт туртрăм! Ах тамаша, эп хама ун чул туртимастăп пуль тесеччĕ. || Тянуть, заставить тянуть. Яргуньк. Улăх хăмли ума пак, ура хырăмĕнчен турттарать.

турттарăн

взвешиваться. N. Çавăн чухне эпĕр торттарăнса пăхрăмăр та, эпĕ пилĕк пăт тортрăм. N. Турттарăнтăмăр, мы взвесились.

турханти

(турhан’д’и), назв. духа. (Ему варят пивов маленьких кадочках, бросают свечи, яйца, хмель, солод, в лесу и оврагах. Он будто бы появился после киремети). Шарбаш. Б. Яныши. Çав вăрман патĕнче Торханти ятлă киремет. Около того леса находятся киремет по имени „Торханти“ || Назв. обряда. Шурăм-п. Çуркунне юр кайса пĕтрĕ. Сăртсем симĕсленчĕç. Хура вăрман та симĕсленет. Ачасем сурăхсампа (çитерме) çӳреççĕ. Ах унта питĕ аван-çке! Ачасем выляççĕ, кулаççĕ. Эпĕ те унта пĕчĕкçĕ чухне çӳреттĕмччĕ. Пĕре кив улича вырăнче çитерсе çӳренĕ чухне, пĕр ватă карчăк вăрмана кайнине куртăмăр. Аллинче унăн темĕскер пур. Çта каять-ши вăл капла? Пысăкрах ачасем ăна та пĕлчĕç: турханти пăрахма каять, терĕç. Ачасенчен нумайĕшĕ ун хыççăн вăрттăн чупрĕç. Эпир пилĕк-улттăн анчах юлтăмăр. Пире пĕчĕккĕрен сурăх пăхма хăварчĕç. Карчăк вăрманта пĕр тĕмĕ кутне чăрпуçланса ларчĕ, тет те, аллинчи тутăрне салтма пуçларĕ, тет. Ун ăшĕнчен хулен çăмарта, чан пек япала, хăмла, салат, çурта тухрĕç, тет. Салачĕпе хăмлинчен чан пек япалишĕнче сăра тунă пек пулчĕ, тет. Çуртине лартса кĕл-тăва пуçларĕ, тет. Кĕл-тусан, кĕл-тусан, ку япаласене пурне те пăрахса килелле уттарчĕ, тет. Вăл вăрмантан тухнине эпир те куртăмăр. Ун хыççăн турхантие кĕл-тунине курма кайнă ачасем çĕмĕрĕлсе тухрĕç. Пĕри çăмарта йăтнă, тепĕри çурта. Ачасем карчăка: çта кайса? тесе кăшкăраççĕ. Карчăк нимĕн те чĕнмест. Чĕнсен, турханти çырлахмаçть пулмалла. Турханти тутрисем пирĕн патра çырмасенче, вăрмансенче халĕ те курăнкалаççĕ. Вĕсем пурте кивĕ. Унтан эпир Турхантие халĕ кĕл-тумаççĕ теме пултаратпăр. Ĕлĕкрех эпĕ те çырмара çуртасем куркаланаччĕ. Халĕ çук. Хăш чухне ачасем ĕлĕк укçасем те тупкаланă, тет. Кукаçи: чиркĕве кайнă чухне пĕрер уçă турханти çурти илсе каяттăмччĕ, тет. Турхантие халĕ пуççапмаççĕ. || Имя человека, который выдумал культ „торганди“. Шарбаш.

турхи

торги. N. Тата эпĕ çичĕ чыслара турхи юрланă сассине илтрĕм.

туслă

тослă, имеющий друга(-зей); дружный. Бугульм. † Манăн ăшăм çунмасть-çке, кам туслисен çунать-çке. Регули 709. Кам пор пирĕн ялта тослă çын. Чураль-к. Автан, автан ури шатра, шатра инке сак çинче, туслă инке ту çинче. || Дружно, в дружеских отношениях. N. Кирек мĕнле тус та: эпĕ те унпа туслă тăратăп, теме пултарать; анчах тепĕр туç пур, тус ятне кăна илсе тăрать. Никит. Туслă пурăн (кампа та пулин), жить дружно (с кем-нибудь). Регули 1494. Эп она пĕлме мар, тослă порнатпăр омпа.

тустар

, тостар, (тустар, тостар), приводить в беспорядок разметать, расшвырять, разбрасывать, раскидать, перебутырить. См. тус. N. 1) Тусана, пăраха тустараççĕ; 2) тустарас — кирек мĕн япалана арпаштарса, аркатса пĕтерес; З) пробирать, навести страх, трепет. Шел. 62. Ак çамрăксем тухаççĕ тутăр-сурпан пуçтарма, çĕнĕ-çынсем арчипе çӳпçисене тустарма. Ау 18. Анне! эпĕ пĕр лав укçа тиесе килтĕм, эсĕ çӳçне-пуçна тустар, питне хăрăмпа хурат. Тайба-Т. † Шурти шурă тăмана тĕкне-çӳçне тустарнă; йыснаçăмах çарă пур, çӳçне-пуçне тустарнă. Ст. Чек. Тустарасси çăмăл та, пуçтарасси пит йывăр. N. Вĕсем ытти проектсене мĕнле тустарни çинчен каласа кăтартнă. N. Çав хĕрсем пурте çара-уран, йӳне-пилĕк, çӳçне-пуçне тустарса, пуçне ухса, ăйăрсем пек кĕçенсе, сиккелесе пыраççĕ. || Бушевать (о пурге). Ст. Шаймурз. Хиртеех те тăман тустарат. Баран. 161. Пĕр чарăнмасăр вăл темиçе кунччен тустарать (буран). Ашшĕ-амăшне. Ав тăман епле тустарат. || Поднимать пыль. Цив. Тусан тустар. Ib. † Аслăях çулĕ çинчи, ай, тусана ямшăках тустарать; пирĕн пек çамрăк ачасене ялтиех куштан тустарать. Бугульм. † Аслă урамăн тусанне, кил, тустарар пар утпа; ял-ялĕнчи хĕрсене, кил, тустарар каччăпа. || Ездить быстро. Альш. Çӳреççĕ вара лешсем çил пек тустарса, утсем çине утланаççĕ те (подпаски). N. Вăт кайăкпа тилĕ каяççĕ, тет, тустарса: тилли пĕр енелле, кайăкĕ тепĕр енелле. Пазух. Хусахсем утланнă ырă ут ялан тумхах çинчен тустарать. || Опустошать, разорять, разрушать. Баран. 201. Французсем Россияран хăйсем тустарса килнĕ пушă çулпах каялла тухса каймалла пулнă. || Размотать. Тюрл. Çав çын ман япаласене тостарчĕ (размотал). || Размотать. N. Кулаксем колхоза тустарасшăн. || Обижать. N. Семйĕне ан тустарса çӳре. Якейк. Тос, тос, тостар, пистер; ерпес, ерпес, ерпесле, ялан котран тапса сиктер, тос ачакла, тосикла. (Сăвă). || Делать что-либо (метаф.). Кама 80. Паян икĕ машшинпа кăнтарлаччен 7 гектар тустарса ывăтрăмăр. Епле пек, е? Пултаратпăр-и? || Ругать сильно. Альш. Лешсем тухса кайсан, тытăнат та ку тата тустарма: мĕн пур, тесе. ГТТ. Тустарса пăрахрĕ. || Обыскивать, производить обыск.

тота ту

, целовать. N. Эпĕ сере хамăн чонтан йоратса теминче пин хут тота тăватăп. Изванк. Унтан вара ӳксе пуççапнисем пурте сĕтел хушшинче ларакансене тута тăваççĕ (вар. пĕр-пĕринпа тута тăваççĕ). Сорм-Вар. Илес арăм сарă пулинч, тытса тута тăвинч (= чуп-тăвинччĕ).

тутă

, тотă, (туды̆, тоды̆), сытый, сытный; сыто, сытно. Панклеи. Карчăк шу хĕрне пырчĕ те, тотă хырăмпа шу ĕçме тапраттĕр (на сытый желудок). N. Эпĕ халĕ тутă, лайăх пурăнатăп. Ст. Чек. Аллă тăххăрăшĕ тутă çулпа каяççĕ, чи кĕçĕнни, утмăлмăшĕ, Иван ятли, выçлăх çулпа каят (из сказки). || Вкус. Альш. Çăвар тути пит кайнă, епле ăçти çук чуп-тунă. Чăв. й. пур. 30°. Пĕрре пиçнĕ ашпа икшер яшка пĕçерттернĕ, пĕр яшкара ашне çинĕ, тепĕр яшкара: тути тухсан юрать, тесе, шăммине вĕреттернĕ. Собр. Сыпрăм-пăхрăм шерпет шыв, виçĕ кунсăр тути каймарĕ. Сборн. по мед. Чей çине, е сивĕтнĕ шыв çине тутăшăн лимон шывĕ е шур-çырли шывĕ хушма та юрать. Синъял. † Ĕçмен куркан тути çук, юрламан хĕрсен усси çук. Менча Ч. Аш тути кĕрсессĕн (= пиçсессĕн. КС.). См. така чӳкĕ. N. Тути (вишни) йӳçенкĕ тути калать. О сохр. здор. Çавăнпа пирĕн шăммисене вĕретес пулать; вĕсенчен чăнах та яшка çине тутă тухать. Юрк. Тутине пĕлсе çиекен çын, теççĕ. Ст. Чек. Аша тутă кĕнĕ (немного протухло); кунăн шăрши капла та, тути епле-ши? Изамб. Т. Тутине пĕлсе ĕçес-ха. Надо пить так, чтобы узнать вкус. Хора-к. Пĕрне (= пĕр хĕрне) исе каятпăр, теппĕрне пăхса хăваратпăр, тути тутлă пулсассăн, виç контанах килĕпĕр; тути юçĕ полсассăн, виçĕ çолтан та килмĕпĕр. Баран. 133. Минералĕ (упомянутый) шывра ирĕлет те, шывĕнчен çав минерал шăрши кĕрекен пулать; тути те çав тутах калать. N. Муççи, чĕлĕмĕн мĕн тути пур? N. Выльăхсем апат тутине илчĕç. Сред. Юм. Тутине сисрĕ, узнал, что хорошо или нет. Çутт. 49. Çĕнĕ пурăнăç тутине те эпĕ Хĕрлĕ çарта анчах илтĕм. || Полный. ХЛБ. Кирек камăн та вăрлăх валли епле те пулсан аван, таса, тутă тырă суйлас пулать. Изамб. Т. Капан тунă чухне вăта çĕрне нуммай хурсассăн, капан тутă пулат (в середине много снопов). || Сытость. Чув. календ. 1911. Хăш-хăш апат выльăха тутă тытать, хăшĕ тутă тытмасть. См. вăрах. N. Тутта сисни. ПВЧ 126. Унтан кĕçĕн вăта пус пур, хырăм пĕр тутти çав пулмĕ-ши? Регули 426. Пĕр ластăк сĕт тутине кĕрет.

тутлă

(тутлы̆), сладкий; вкусный. N. Тепĕр пуçĕнче тутлă шерепет ларать. N. Улмисем (у антоновки) шултăра, çутă-симĕс, йăлтăртакан хупăллă. Тути тутлăрах уçă, эрех шăршиллă. N. Сим-пылне ĕçсен, ӳсĕр пулмалла, тутлă шерепетне ĕçсен, тутлă чĕлхе-çăварпа калаçмалла. Ой-к. Пичи пичĕке, хулхи тачăка, шӳрпи тутлă (смеются над „пичче“). Ёрдово. † Варăм-тона карăшĕ вăрăм корăк йоратать; эпир хамăр та çавăн пек, тутлă апатсем йорататпăр. Т. II. Загадки. Аллăм туни тăп-тутлă, йытта парсан, вăл çимест, кушака парсан, кушак çимест. (Тăвар). С.-Устье. Тутлăран тутлă мĕн пур? (Ыйхă). Кĕвĕсем. Вăратрăм, вăратрăм — вăранмарăр, сан ăйху манран тутлă иккен. N. Эпир кунтан кайсассăн, пылтан та тутлăрах пурăнăпăр. || Приятный (о запахе). Панклеи. Ман омра пĕр лайăх, тутлă шăршă кĕрекен çын тăрать. N. Ăçта ан пыр, пур çĕрте те тутлă шăршă калама çук тапать. || В перен. см. N. Тутлă ырăлăхне кĕме тивĕçлĕ ту мана. Альш. Тутлă чĕлхе-çăвара пыл витмес. N. Асăнатăп, витенетĕп тутлă чĕлхемпе. Н. Лебеж. Спаççипă, атте, спаççипă, анне, тутлă чĕлхӳпе ырă сăмахна. Пазух. Сирĕн пек ырă çын, ай, умĕнче тата тутлă чĕлхем, ай, çитмерĕ. || Пресный. Собр. Тутлă тулă туна шăмми, тула хурсан йытă çимĕ. (Тăвар). N. Тутлă чуста, пресное. Яргуньк. † Пирĕн килемея юримасассан кукăль пак кукăрлĕ, тутлă тул пак хытĕ-ха. (Свад. п.). || Свежий (о капусте). Орау. Куккăль йӳç купăстаран турăр-и? — çук, пĕр виç купăста пуç пурччĕ те, тутлă купăстаран турăмăр. || Приятно. N. Эй юратнă тăванăмсем, эпĕ сирĕнпе пĕрле тутлă калаçнисене астуса асăнăрсам мана. || Сласть, сладкое. Истор. Тутла тутанса пăхсан, никам та йӳççе юратмасть. Сред. Юм. Тутла пăхать. Любит есть сладко. Шинар-п. Кам та пулин пĕрре тутла вĕренсен, тепĕр хут йӳççе пăхмаçть çав. Чураль-к. Турчăка тăринче тутли тăрĕ.

тух

, тох, выходить, выезжать. N. Краснов алкумĕнчен тухнă, тет; мĕнпе çывăрнă, çавăнпа анчах тухнă, тет, пĕр япала та кăларман, тет. N. Уçланка тухрамăр. В. С. Разум. КЧП. Эпĕ пĕр пашалу илтĕм те тухрăм. Я взял одну лепешку и вышел (но: илсе тухрăм — вынес). Кан. Аçтăрхантан юлашки прахут октябĕрĕн 14—15-мĕш числинче тухмалла. N. Ачасем, ăрамра шыв тухсанах, тула тухаççĕ те, каçчен те пӳрте кĕресшĕн мар. СТИК. Ыран ута тухмалла çынсем çависене туптаççĕ. Люди, которые должны завтра выйти косить сено, заправляют косы. ПТТ. Ваттисем ахаль каламан пулĕ çав: çын тухиччен туха пĕлмест, тухсан кĕре пĕлмес, тесе. Токшик. Тула тухасран тухас килет. Истор. Ольгă çыннисем тухакана пĕр вĕлерсе тăнă. N. Çула тухсан тин мана калаçма ирĕк пулчĕ. Шел. 101. Тухман чун, сӳнмен вут, тенĕ пек, халĕ эп. N. Тух тула, сыс пӳрте. (Шутка). Яжутк. Тухĕç халĕ утсампа, çуха тарне кăларапăр. В. С. Разум. † Пусма умĕнчи вĕрене тухмассерен вĕрентет; ăна пĕлнĕ пулсассăн, тата саккăр лартăттăмччĕ. N. Вăл унта тухнă та, сасси тухнă таран: мĕн тăватăр эсир кунта? тесе питĕ хытă кăшкăрчĕ. Изамб. Т. Акă çул ялтан тухать, çавăнпа тӳрех каймалла. Çутт. 62. Хăйăр тухакан вырăн. N. Эсир ман ăшран та тохмастăр. Чув. пр. о пог. 275. Çĕлен-калта хĕвеле ăшăнма пит нумай тухнă пулсан, çăмăр час пулать. Если очень много змей и ящериц выходит греться на солнце, скоро будет дождь. Янтик. Çуркунне тула тухнăçеммĕн тухас килет (кунсем пит ăшăран). Ib. Тухман çын, человек ни разу не выезжавший в период какого-нибудь времени; говорят, если он выедет, то обязательно будет буран или дождь. N. Тухман çын утсем патне тухсан, çумăр пулать. Сред. Алг. Эпир ялтан тухас çук, ăс кĕмесĕр ан илĕр. || Т. VI. Вилнĕ çын куçне уçса выртсан, çуртран тата тухасса, теççĕ. || N. Пасара тырă тухми пулчĕ (тухма чарăнчĕ, привоз прекратился). || Выходить по счету, оказываться в должном количестве. N. Кĕлте тухмарĕ. Толст. Апат çиес умĕн амăшĕ çливисене суса пăхнă та, пĕр çырли тухман. N. Ну вăкăрри те (и бык-то...) питĕ мăнтăр пулнă, тет. Ашĕ хĕрĕх пăт тухрĕ, тет, çăвĕ вăтăр пăт тухрĕ, тет. N. Вара мĕн пур пухнине пурне те çапнă та, унăн çĕр пăта яхăн урпа тухнă (оказалось, вышло). N. Пĕр пилĕк-олтă пăт тохатьчĕ полĕ. || Причитаться. N. Халĕ кăштă укçа пур-ха, Праскура ĕкесем хуса кайнипе 1 т. 50 п. тухать. Вишн. 59. Эсир: ĕçленĕ чух пиртен нумай япаласем тухаççĕ те, çавăнта эпир туртăнатпăр, тенине илтнĕччĕ. || Расходоваться. N. Вара санан уччитлĕри шалу тухмас пулĕ. || Вылетать. ПВЧ 120. Атте килĕ, ай, сала пак, сала-кайăк, ай, тухас çук. || Выплывать. Орау. Çурхи шыв тулăх пулмарĕ кăçал, çавăнпа шывсем ăшăххипе сулăсем Атăла тухиман. || Вытекать. ПВЧ 95. Юман касрăм, ай, пыл тухрĕ, çăка касрăм, ай, çу тухрĕ. Альш. Шăнкăр-шăнкăр шыв юхат, шăнкăртăм хирĕнче çăл тухат. || Истекать (о сроке). N. Çав ката (вăрман татăк) патĕнчи çĕрĕн пĕлтĕр, 1916 ç. срукĕ тухрĕ. || Впадать (о реке). N. Онкă çавала тохать. Онга впадает в р. Цивиль. Альш. Вăл кĕтесре Сĕвене Кăнла шывĕ юхса кĕрет. Кăнла шывĕ пысăк шывах мар. Шывĕ тухнă çĕртех, лапра, ялĕ ларат: Кăнла теççĕ. N. Вăл шыв Сăрра тухат. || Обнаруживаться, распространяться. Панклеи. Нумай та порнмарăмăр, пĕр икĕ эрнерен хай кам вăрлани тоххĕр (обнаружилось). || Образоваться. Ст. Шаймурз. † Хурамаран пĕкĕ аврăм, хĕвелпеле хушăк тухминччĕ. || Восходить (о солнце). Янтик. Эй, хĕвел, хĕвел! Юлашки кун сана пăхса юлатăп. Ĕнтĕ, эпĕ кайсан, эсĕ мансар пуçнех туха-туха (или: тухса) анса тăр. || Уродиться. N. Вăрлăхĕ те тухас çук. Чув. пр. о пог. 468. Çулла тĕтре пулах тăрсан, кăрăç нумай тухать. Если летом часто бывал туман, грибов уродится много. || Всходить (о хлебах). N. Калчасем тĕ ешĕл тухрĕçĕ. N. Тырăсам мĕле туххăрç? || О колосе. N. Ырашсем тата поç тохса тикĕсленчи вара? || Выйти замуж (украдкой). Юрк. Куç умĕнче сарă каччă, тухăп кайăп, мĕн тăвăн? Альш. Тимĕрсел чăвашне качча тухса (т. е. вăрттăн) килет, тет. || Выигрываться. N. Патша хĕрпе окçалла выляса окçа тохмарĕ — çилентĕм, тет Йăван. || Проходить. О земл. Çапла акнă хыççăн вăрлăх витĕнтĕр тесе, çийĕнчен сӳрепе анчах тухаççĕ. || Проходить (в дверь). || Приниматься. N. Çамрăкла ĕçрен юлакан ватăлла (ĕçе) тухать, тет. (Послов.). || Случаться (о пожаре). Шинар-п. Çавăн пек эпĕ астăвасса пирĕя ялта тăватă хут тухрĕ (пожар). N. Çа вăхăтра лапах манăн пиçмо тоххăрĕ. || Выгорать (о деле). Кан. Ну мĕнле? теççĕ пашелсем.— Мĕн мĕнли, ĕç тухмарĕ. N. Ăна тилмĕрсе мĕн тухасси пур. N. Эпĕ шухăшланипе ĕç тухмас ĕнтĕ. || Орау. Вăрман кăçан тухать сирĕн? Когда получите разрешение возить. Альш. Сирĕн кăçал вăрман тухат-и? Удастся вам нынче выхлопотать лес? || Скинуться. Панклеи. Попляканă çĕртех çак арçурин хĕреç тохнă-ӳкнĕ. || Выгружаться. Тайба. Т. † Атăлтан арпус тухат-ĕçке, тулса тухнă уйăх пек. || Выйти из употребления. N. † Порçăн тотăр полăтăм, эп хĕр поçĕнчен тохмăтăм. N. Пирĕн... юрамисĕре тухрĕç, улăштараççĕ çак хушăра. N. Арман тухрĕ, ун вырăнне пĕр çӳпĕ-çапă кăна тăрса юлчĕ. || Появляться. N. Вăл (корь) ачана анчах тухать. N. Çула ача чирĕ тухрĕ, тухтăра шыраса Ишеке çитрĕмĕр, Покровскине те çитрĕмĕр, хулана та çитрĕмĕр. || Проходить (о болезни). Нюш-к. Чир çыпăçнă чухне купи-капанĕпе килет, тухнă чухне йĕп çăрти витĕр тухать, теççĕ. Шурăм-п. Чир тухса кайрĕ. || Окончить. Иваново. Эпĕр хамăр ялтан тухсан, манăн двухклассный школа каяс килетчĕ. || Кончиться, заканчиваться, оканчиваться. Изамб. Т. Час-часах хĕлле, раштав типпи тухсан, ĕçкĕ ĕçеççĕ. Альш. Çĕнĕ-кассăн вĕçĕнче çӳлти эрет тухнă çĕрте. Ст. Письмерь, Ставр. Кăнтăрлахи кĕлĕ мункун кунĕ хĕвел тухас умĕн тухать. Альш. Хăят кунĕ (16 июня) каçпа тин хай кĕвĕ каласси чарăнат: уяв тухат вара. Ib. Михайла эрни тухсан, тепĕр эрне хушшинче. Ст. Яха-к. Çăварни тухса кайнă чухне çынсем пурте çăварния ăсатса яраççĕ. Бюрг. Мункун эрни тухсан ытларикун. Календ. 1904. Вара çăварни тухиччен эрнипех сĕт, çу, çăмарта, пулă анчах çиеççĕ. N. Эпĕ санăн çыруна илтĕм мункуя эрни тухнă кун. || Настаиваться (о чае). Альш. Чейĕ тухаймарĕ-ха. Чай еще не настоялся. || Проходить, проезжать по более узкому месту, напр., по лесной дороге, по улице, по засеянному полю и пр. Трень-к. Пирĕн Чăкăртан киле таврăннă чух пĕр вĕтĕ вăрман витĕр тухмалла. Разум. Пĕр çĕрте çĕнĕ çул (дорога) икĕ халăх çĕрĕнчен пĕрин витĕр тухса каймалла полнă (должна была). Богдашк. † Урамăрсем вăрăм, тухма çук. N. Эпĕ пĕр чăрăш тĕлĕнчеччĕ те, чăрăш витĕр тохса тивĕрĕ мана. || Прибыть, приехать. Сред. Юм. Кăш прахутпа тохрăн? На котором пароходе приехал? || Быть изобретенным. Шурăм-п. Пăрахутсем тухсан (были изобретены) та, çавăн пекех пулчĕ. || Подниматься. N. Мăрьесенчен паян кунĕпе тĕтĕм тухать? || Достаться. Бгтр. † Ой тутри, хĕр тутри, тутри хĕрĕн пулсассăн та, укçи хамра тухнăскер. N. Халăх çине тухрĕç (анасем). Ала 6. Шăпа ячĕç, тет: çав çĕлен урлă каçма кама тухать, тесе. Изамб. Т. Эпир, аван çаран тухнисем, пăсма памарăмăр (не позволили переделять). N. Сана та ним те тухас çук. || Явиться. Синъял. † Турă çырни тухаччен атте патĕнче пурăнтăмăр. || Появляться (об облаках, зверях и пр.). Кн. для чт. I, 15. Каçхине çумăр пĕлĕчĕсем тухнă та, çумăр çăва пуçланă. Синерь. Мĕн пирĕн палумия тухрĕ (что это такое появилось, что ест наши яблоки), тесе калать, тет, ывăлĕсене. || Скипеть. Орау. Вуник минут анчах юлчĕ, сăмаварне лартмастăп та ĕнтĕ, унччен тухаймасть вăл. || Вернуться. Орау. Хам укçа та тухмарĕ. Ib. Пушмака кĕркунне тенкĕ те вунă пус панăччĕ. Хакĕ тухрĕ-ши унтанпа? || Набираться для продажи. N. Сĕлĕ тохмас сотмалăх. Орау. Ку шăмата пĕр пилĕкçĕр хăяр тухĕ-ши? — Мĕн пилĕкçĕрĕ, пĕр икĕçĕр тухĕ. Наберется ли к субботе 500 огурцов? — Где пятьсот, ладно если наберется двести. || Спориться (о деле). Юрк. Ĕçĕ (у него) кĕсем урлă та тухмаст (не выходит, т. е. они ему ни в чем не помогли). Ib. Вĕсенчен кăна ыйтнипе нимĕн те тухманниие курсан, ку татах урах май шыра пуçлат. || В. С. Разум. КЧП. Пьесси те вĕсен кулăшлăрахскер, çавăнпа лайăх тухрĕ. || Чхĕйп. Тата тупăк тунă чух тухнă турпаса пурне те пуçтарса илнĕ те... (собирали). || Стать, сделаться (кем либо). Шорк. Олпута тохнă, попа тохнă. N. Асла тух, мухтава тух. Сред. Юм. Учитĕле тухнă. Доучился до учителя и служит учителем. Рукоп. календ. Прокоп. Начара тух, вĕте тух, вака тух. N. Эмелçĕ хăй пĕлĕвĕ тăрăх асла тухать. N. Санăн варлă çынну, санăн тусу тăшмана тухсассăн, сана вилес пек хуйха ӳкермест-и? N. Вĕсем типсе пĕтсе кайнă хăравçа тухнă, ялан айăплă çын пек тăраççĕ. N. Эсĕ мĕнле чина тухан? || Превращаться, обращаться. N. Аскăнланса çӳрекен çын çемйине тĕрлĕ усалтан сыхлас вырăнне хăй тăшмана тухать. N. Навуса тухнă, обратилось в навоз (о железе). || СРОВ. 11. Ухмаха тухнă-и-мĕн ку çын? Она сошла с ума? || Увольняться, оставить службу. N. Вăл вырăнтан тухатех, теççĕ. N. Халĕ эпĕ вырăнтан тухрăм, ĕçлеме юрамаçть. || N. Пĕр министр ĕçĕпе айăпа тухнă пулсан, вăл айăп ытти министрсем çине те ӳкет. || Потерять образ. N. Ну тулĕк эс этемлĕхрен тухрăн, саншăн кулянап. Микушк. † Çын хурланă пуçăма эс хурласан (обракует, обидит), тухать çамрăк пуç çынлăхран („теряет всякое достоинство и выходит из числа людей“). || Дожить. || Быть в обращении (о деньгах). К.-Кушки. Ку укçа тухнăранпа çичĕ патша улăшăннă. С тех пор, как эти деньги были в обращении, сменилось семь царей. || Ослушаться, перечить. N. Эпĕ хушнинчен ан тухăр. СЧЧ. Çемьесем кирек хăççан та аслин сăмахĕнчен тухни çук. N. Эпĕ каланă сăмахран ан тух. N. Вĕсем сăмахĕнчен тухас мар. || Происходить, образоваться. N. Çак вĕрӳçĕ сăмах тухнă вĕр тенĕ сăмахран. || Вылезать, выпадать. Орау. Пакшан пырши тухнă, тет, хăй çапах тепĕр турат çине сиксе ларасшăн, тет. Чураль-к. Çӳçрен ярса тытсассăн, çӳç тухмасăр ямаççĕ (парни). N. Ăйхинчен вăраничченех ăна пĕтĕм ăшĕ-чикки тухса ӳкнĕ пек туйăннă. Орау. Темскер мăккăли шалтан мăкăрлса тухать (выходит изнутри тела наружу). || Встречать. Сунт. Лисука илме тухакан пулман. || N. Эпĕ кăçал тыр вырма тухаймарăм, икĕ эрне питĕ йывăр выртрăм (лежала, хворала). || Собраться. Альш. N. Вăл хайĕн начар çара-çунине, начар кĕсрине кӳлнĕ те, кайма тухнă. N. Эсĕ каймаллах тухнă-и? Ты совсем собрался? || Приводить. ТХКА 51. Çак çул хамăр яла тухать пулас. Çак çулпа киле каяр. || Начинаться. Ачач 4. Нимĕç вăрçи тухиччен пĕр çирĕм çул малтан. || Употребляется в качестве вспомогательного глагола. Альш. Чăнах та ачи уйăрăлса тухат, е тухса качча каят. N. Ишсе тух, переплыви. Юрк. Тăрахтире кĕрсе лайăх яшкасем çисе тухат. О сохр. здор. Çапла вара пĕр чирпе хăш чухне ялĕпех чирлесе тухаççĕ. Артюшк. Вăл ту патне пынă та, лумпа çĕмĕрсе тухнă (пробил насквозь). Баран. 237. Çанталăк лайăх тăнă чух, çак çула ик-виç кун хушшинче ишсе тухаççĕ (проплывают). N. Кунта мĕн çырнине каласа тух. Произнеси (по порядку все те числа, которые здесь обозначены цифрами). N. Пухăва тухсан-тусан, хайхине пуянсем хутлăхне сĕтел хушшине кĕрсе ларма вырăн та пара пуçларĕç, тет. Орау. Пасар майĕпе кĕрсе тухсан-тусан тем пулĕ-ши: те парĕ, те памĕ ĕнтĕ ку вир-ял (деньги). N. Унта çапăçса кам мухтава тухин, ĕç халăхĕ мухтава тухать. Якейк. Кăк кăларнă чох, чакалтасан-чакалтасан, калаççĕ: халь кăк тоха пырать та-ха (корень при корчевании начал выходить). СТИК. Эп унпа кăшт калаçасшăнччĕ, темле тĕпелелле пăрăнтăм та, кайран пăхап — вăл туха кайнă. Микушк. Эпир пуснă вырăна тивлет пусса тухтăр-и? (Из свад. такмак’а). Изамб. Т. Эпĕ кĕмен! Вĕсем хăйсем вăрласа тухрĕçĕ. Кив-Ял. Емелкке кукăр туя илсе йыхăрса тухрĕ пухăва. Альш. Тепĕр тĕслĕ халăх: тутар, мăкшă, вырăс, хăйне ушкăн лара-лара тухнит (расселились). В. С. Разум. КЧП. Иртсе кайнă чух пирĕн пата кĕрсе тух. N. Пĕçерсе тухаççĕ. ТХКА 5. Аттерен уйăрлса тухнăччĕ. Янтик. Тăваткăл минтер, хăмаç пит, сарса тухăр сак тулли; çак Тимешĕн хĕрĕсене курса тухăр (е: юлăр) куç тулли. ЧС. Вара чӳклекен ăстарик пӳртри çынсене пурне те пĕрер курка сăра ĕçтерсе тухрĕ. (Ача ячĕ хуни). Ильмово. Вырăна çитсен, ăрам пек тăрса тухаççĕ те, такмаксем, сăвăсем калаççĕ. Юрк. Малтан çуна пуçланă çурт çунса пĕтиччен аллă-утмăл килле пĕтерсе те пăрахат (тухат). Истор. Пилĕк сахат хушшинче вĕсен мĕн пур карапне пĕтерсе тухнă. || Так гонят собаку. N. Тох, мар-тох (на собаку кричат). Тюрл. Тох! Пошла вон, цыма, тубо! (отгоняют собаку).

тухса ӳк

выпасть, вылететь. Никит. Икĕ малти шăл тухса ӳкес пек лăканаççĕ. N. Ман сылтăм алăн шĕвĕр порне шыçса пĕр сыппи тохса ӳкрĕ. Собр. Икĕ алăмра икĕ сулăм, пĕри тухса ӳксен, пĕри пур. || Быть выброшену. N. Эпир пĕр-пĕр тинĕс утти çине тухса ӳкмелле. || Вперен. см. N. Эпĕ сирĕн хота исен, воласа пăхрăм та, ăш-чик тохсах ӳкрĕ: çаратса карĕç, тесе çырнă та. N. Хамăн халĕ ĕнтĕ ман, кантур тесен, пĕтĕмпех сехрем хăпса тухса ӳкет. || Износиться. N. Унăн атти чыстах тохса ӳкнĕ, çара-оран пекех çӳрет. Пазух. Лăпсăр-лăпсăр çăпати кăçалхи çул тухса ӳкрĕ. || Исхудать. Яргуньк. Лаши анчах мăнтăрччĕ, тухса та ӳкнĕ (исхудала). || Дожить. N. Хамăр ялсам лайăх пурнăçа тухса ӳкрĕç. Юрк. Вăл çапах та пулин ĕçе паттăр çын, çуллен-çул çĕнĕ тырра тухса ӳкнĕ (у него хлеба хватало всегда до нового). Пухтел. Унпа тухса ӳкеççĕ вĕсем. С этим (хлебом) они смогут прожить до нового урожая. || Забыться. N. Кунта килсен, килти тухса ӳкрĕ. (Письмо). || НИП. Çĕркĕ лартăм та, пĕр сăвă тухса укрĕ. Вчера я сел и у меня написалось одно стихотворение.

тухса кай

пройти сквозь; уходить. Артюшк. Касса, çул туса тухса кайнă. Сюгал-Яуш. Хама çĕтĕк алшăлипе ял хушшипе тухса кайма та намăс. || Вылететь. N. Ах, тур курасшĕ! тухса карĕ. || Выйти замуж украдкою. Лашм. † Ялта ырă çын ачисем пит нуммай, ытмасăр тухса ан кайăр. Ib. Ачи ăсне пĕлмесĕр эпĕ тухса каяймăп. Юрк. Ӳси-ӳсми ачана тухса кайса пулмарĕ. ЧП. Илтнĕ пулăр, хĕр-çынсем: çула каяс пулсан та, тухса каяс ан пулăр. N. Пĕр хĕр тухса каймалла, терĕç. N. Качча тухса карĕ. Ёрдово. † Аттен хĕрĕ сар хĕрĕ, сар хĕр тохса кайсассăн, аттен илем каять. Юрк. † Вунçичĕ çулхи хĕрĕн тухса каяс сасси пур, кайин-кайин, кайтăрах, пире валли тата пур. Ст. Чек. Тухса кайнă хĕр. Изамб. Т. Микула Маруçĕ кĕçĕр тухса кайнă, тет (вышла украдкою замуж). Альш. Тухса кай, выходить украдкою замуж, а туйпа кай — как следует, со всеми обрядами и церемониями. N. Вăл Анок тохса кайма тăни чăнах вăл. || Обратиться, превратиться. N. Çапла хăтлана Иван каллах кĕлĕмçе тухса кайнă вара. || Уволиться со службы. N. Стрелок (лесник) тохса карĕ (уволился, получил расчет?). N. Тухса кай, ступай (я тебя увольняю). || Происходить. БАБ. Çав Павăла çав пирĕн ялсем çав пирĕн ялсене чӳк таврашсем тума вĕрентсе хăварнă чăвашран тухса кайнă, теççĕ. Четыре пути. Пур тĕрлĕ усал та эрех пирки тухса каять-ĕçке, тетчĕç. || Проходить (срок). Кан. Вăрман илес срук тухса кайсан, вулăса тин хут салатрĕ (разослад извещение). || Оканчиваться. N. Çăварни тухса кайнă каç. Ядр. † Çăварни, çăварни, терĕмĕр, çăварни тухса кайнине сисмесĕрех юлтăмăр.

тухса пыр

выходить, подниматься (о буре). Баран. 97. Кутсăр-пуçсăр тăман вăйлăран вăйлă тухса пырать, ахăрать. || Выйти замуж украдкою. Г. А. Отрыв. Качча тухса пынă. Вышла украдкою. Юрк. Тухса пыракансенĕн туйне вăрттăн кăларса илекенсенĕн туйĕ те теççĕ. Ib. Эпĕ ăна вăрламарăм, хăй тухса пычĕ. Хĕрĕм, ху тухса кайрăн-ам? || Выходить (периодически). Кан. Подписчиксем нумайрах пулсан, тухасса та вăл лайăхрах тухса пырĕ. || ТХКА. Ĕçнĕçемĕн сăмаххи тухса пырать хăнасен. || Выявляться. Собр. Вăррăн суйи тухсах пырать, теççĕ.

тухат

(туhат), колдовать, ворожить. ЧС. Вăл, хăйĕн тутлă çиесси килсенех, пĕр-пĕр çынна хăй тухатса парса, хăех вĕрсе, сурса тӳрлететчĕ, тет те, ăна вара çавăншăн пит ĕçтерсе çитеретчĕç, тет. Дик. леб 51. Шав хăйĕн тухатса памалли япалисемпе муталанать. Собр. Тухатса (пăсса) вĕлернĕ выльăхăн чĕринчен çĕлен, калта, шапа тухат, теççĕ. СПВВ. Тухатмăш тухатса панă. Ал. цв. 28. Хĕр тупăнсан вара тухатни ман çинчен каймалла, эпĕ вара ĕлĕкхи пекех çамрăк, этем е юрăхлă çын пулмаллаччĕ.

тушах

все равно. КС. Эпĕ чăнах та сăнасшăнах, тушах (все равно) вилеççĕ тесе (скот), кайса илтĕм (знахаря).

тӳле

(тӳл’э), платить, заплатить, уплатить. Сятра. Каран ăшляпняçарса (= ăшне лăплантарса?) калат: окçа тӳлесе (деньги заплачены)! тет. N. Ивансене ĕçленĕ укçа тӳле, мĕн чул вăл ыйтат. N. Нумайĕшĕ кĕнекесем тӳлесе илмелле ыйтса яраççĕ. Многие выписывают книги наложенным платежом. Юрк. Эпĕ сире уншăн укçа тӳлĕтĕм. Ib. Тӳлесе тат, заплатить, рассчитаться. Ib. Вăл хăваттире, хула варринчерех пулсан, вунпилĕк тенкĕ тӳлес пулат. N. Кайран халăхăн, мĕншĕн илнине пĕлмесен те, тӳлесех пулать. Байгул. Касак пырать кастарса, эп те ларса пырам-и, пырам-и; сĕллипе те хам тӳлĕп, хам тӳлĕп; утипе те хам тӳлĕп, хам тӳлĕп. N. 560 миллион тенки процент укçишĕн тӳленнĕн хисепленет.

тӳнтер

свалить, опрокинуть, перевернуть. || Взрывать. N. Хусана илнĕ чухне тӳнтерме тăрăшни курăннă. || Уморить. Чăв. й. пур. 2. Акă манăн атте пит усал, эпĕ нимĕн туса та юраймастăп, ăна эпĕ тӳнтерме шухăшлатăп, епле тӳнтерес-ши?

тӳпеттей

(тӳбэттэj), тюбетьейка. N. Хĕрлĕ тӳпеттей, турок. ТХКА 61. Хам та эпĕ, асатте кăмăлĕпе вунçич çула çитечченех тутар малай тӳпеттейĕ тăхăнса çӳренĕ. Пазух. Урамăрпа мишер пырать, ун пуçĕнче тӳпеттей. Янш.-Норв. Вăл пуçне тӳпеттей тăхăннă пек (как будто надел тюбетейку). || Прозвище мужчины. Альш. Тӳпеттей Микулай.

тӳр

тӧр (тӳр’, тӧр), прямой. См. тӳрĕ. Пшкрт. Тӧр, прямой. Сĕт-к. Пĕр йӳн карта сӳтмелле, кĕлте куртме тӳр çол полма. || Прямо, прямиком. Кан. Апла ярсан, тӳртерех те пулать. Орау. Эпĕ çулпа каймарăм, Вăрнаралла тӳр ӳкрĕм (пошел прямо). N. Юмăçĕ вара шыраса пăхма (гадать) пуçлать: çак ача хĕрлĕ çыр киреметĕнчен, кайринчен е аслă ырăран (вĕсен аслă ырă тени пуринчен аслă киремет); аслă ырăран, тесен, юмăçĕ, тӳр суллансан: çук, ку сирĕн ача аслă ырăранах (т. е. захворал). Сред. Юм. Тӳр каласан, тăванне йораман (соотв. русской посл. „правда глаза режет“). || Правда. N. Тӳрне калас полать. || Состоящий в любовных отношениях, милый. Янбулат. † Çак ен орам пит тӳрĕ, орам тӳришĕн каçман, тӳр хĕрсемшĕн каçинă. Синъял. Иванпала тӳр хĕрне лаççа хупса хăвартăмăр. Байгул. † Тӳр хĕр патне çыру ятăм, çыру ятăм çитмерĕ. Шемшер. Тӳр хĕрĕпе тӳр ачи, хирĕç полсан, ытарими поплеççĕ.

тӳре

первоначально — предмет посвящения, потом — назв. духа. Юрк. Пĕр лаçăра шурă сурпан çакăнса тăрат. Унта укçа хутаççи çакнă, çавна тӳре теççĕ. Çав тӳре хутаççине пĕр чӳк хыçĕнчен килĕшпе выльăх-чĕрлĕхшĕн: сывлăх пар, тесе, укçа хумасан, тытат, теççĕ. Кĕсен-çăпан, юханлă чир çулăхат, теççĕ. Çавăнпала ăна кĕркунне, кĕрхи сăра иртсессĕн, пĕр çур яла яхăн пулĕ, укçа пырса хураççĕ. Ĕлĕк вăл хутаçра укçа пулсассăн, вĕсем ăна пĕтĕм ăратнипе пĕр çĕре пуçтарăнса çав укçапа пыл илсе йӳçĕтсе, çавна аçăнса темĕн чухлĕ юсман, вĕт йăвача пĕçерсе, каçхĕне çавна асăнса, чӳк туса çĕрле çĕр хута ĕçнĕ, теççĕ. Халĕ ĕнтĕ эпĕ астăвасса вăл хутаççа укçа нихăçан та тулман. Кам унтан хăраманни, çын курман чухне кĕрсе, эрех ĕçме илсе тухаççĕ, е ачасем выляма илсе каяççĕ. Пирĕн асатте, çунсан та, çав тӳрене пăрахман. Унăн укçисене йĕре-йĕре пухса каллех пĕр кĕлете хунă. Çавăн чухне вĕсем шухăшланă: салтакран çав тӳре çавăрса килчĕ, халĕ те çурт тума пулăшĕ, тенĕ. Çавăнпала ăна ун чухне вĕсем пĕтĕм ăратнипеле пуçтарса пĕр аван, икĕ хутлă (алçилĕ) кĕлет туса, çав кĕлете сурпанпа укçа хутаççине çакса хунă. Çав хутаççа укçине хунă. Пурăнсан-пурăнсан, импичче салтакран килсен, пирĕн аттесем вăл кĕлетрен сурпанпа укçа хутаççине урăх начар çăнăх лаççине çакса хунă. Халь те çав лаçра çакăнса тăрат.

тӳре

(тӳрэ), судья; чиновник. П. Федотов. Элек паракан тӳрене юранă, тӳрĕ калакан тăванне юрайман, теççĕ. (Послов.). Юрк. Малашне эпĕ Пăвара тӳре пулса пурăнăп. Шалунни уйăхне 100 тенкĕ. Ст. Дув. † Аттем пĕччен пулсан та, карĕ-ларчĕ тӳрене. N. † Эпĕр иккĕн, тăван, пурăннине çичĕ çул ларнă тӳре çитес çук. Н. Тим. † Чĕмпĕр тӳри витĕр çыру килет, пирĕн куç-çулçене çав тăкат. N. † Инçе çула ан яр ачăна, хулари тӳресем куç хывĕç. N. Тӳре-аслăрах олпут. N. Тӳре эс! Барин (ленивец). ЧП. Пурте хамăр хура халăх тӳре. Юрк. † Çакă самана пăлханнă чух лартаççĕ тӳресене вырăна (о прежней солдатчине?). Собр. † Кĕрекере ларан стариксем Хусан тӳри пекех курăнат (кажутся). || Помощник старшины. Сред. Юм. Тӳре, помощник старшины.

тӳрĕ

(тӳрэ̆), прямой. ТХКА 59. Тата сирĕн тăрăхри ялсем тӳрĕ пушăтсене касса пĕтереççĕ. Апла çăка ӳсеймест, пӳртлĕх, кĕлетлĕх пĕренесем пулмаççĕ. || Честный, правдивый. N. † Тӳрĕ хĕре каччă сават. N. Анчах тӳрĕ, ăслă çынна, халăхшăн тăрăшакан çынсене суйлас пулать. N. † Тӳрĕ çын тӳрере: тӳрĕ пулса пулмарĕ, тӳрене кĕрсе пулмарĕ. Эпĕ тӳрĕ çинчен мана ылхансан та çитмĕ-ха. || Правый. || Прямо. Ст. Чек. Изамб. Т. Хĕрлĕ çырсене Елчĕке ярмаккана кайма çĕнĕ Ейпеçрен тӳрĕ. N. † Çӳл-ту çинчен çул анать, хапхийĕ тӳрĕ уçăлать. || Спокойно. В. С. Разум. КЧП. Вăл (аптраса) сценă çинче кулчĕ те, тӳрĕ тăмарĕ. || Мирно, дружно, согласно. Н. Байгул. Вĕсем арăмĕпе пит тӳрĕ пурăнайман. N. Ятне каламасан, тӳрĕ пурăнаймасть, теççĕ. Истор. Ашшĕ вилсен, вĕсем нумай тӳрĕ пурăнайман, час вăрçса пĕрне пĕри вĕлере пуçланă. N. Пирĕнпе тӳрĕ тарăр! Янш.-Норв. † Икĕ касă хĕрĕ тӳрĕ пулсан, выляма лайăх, теççĕ. Сенг. Эпир унпа пит тӳрĕ пурăнаттăмăр. Юрк. † Арлă-арăм тӳрĕ пурăнсан, ĕмĕр иртни сисĕнмес. || Состоящий в любовных отношениях. N. † Ман тӳррине илекен хĕне кайтăр хĕрĕх çул. N. † Каяйрасчĕ çав вăя, пирĕн тӳри çук унта. Шурăм-п. Çĕнĕрен тӳрри пур, теççĕ, çĕнĕрен тӳрри пур, теççĕ. N. † Ай-хай ача ĕлĕкхи тӳрри (ятне) пур, хапхи умне тăрса юлчĕ. (Свад. п.). Шемшер. † Шор шарăх порччĕ ман, çӳçи çокран çыхмарăм; ялта тӳрри порччĕ ман, мăн çын пĕлесрен порăнмарăм. Ib. † Ялта тӳрри порччĕ ман, кориман тăшман сивĕтрĕ. Никит. Марье тӳрри, друг, любовник Марии. N. † Сар ача çăмма ларсассăн: унпа тӳрĕ, ан тийĕр. N. † Эпир савнă туспа тӳрĕччĕ, тăшман пычĕ-сивĕтрĕ. N. Укçинепе тӳрĕ ача тӳртĕн тăрса макрать, тет. || Честно. Собр. Тӳрĕ пурăннине ним те çитмĕ, теççĕ. (Послов.). || Откроенно, прямодушно. Янш.-Норв. Упта вара лешĕ тӳрех калать, суеçтерме юрамасть. Собр. Тӳрĕ калан тăванне юраман, тет. (Послов.). || Без дела. В. С. Разум. КЧП. Тӳрĕ çӳреме анчах-ĕçке, ĕçлеме пĕре те пултараймасть. || Прямизна. Шурăм-п. Хĕвел тӳрре карĕ. || Правда, истина, прямота. N. Усал çынсем ăна тӳрре вĕрентнĕшĕн кӳраймасăр вĕлерттернĕ. N. Эпĕ сана тӳррине каласа парам. N. Кĕвĕсем. Калăрсамăр, тăвансем, чăн тӳрриие: сирĕн чунăр кама та пит савать? N. † Çын хурласан та, эс ан хурлан, пĕр тусăм хăй курĕ тӳррине. || Цель. N. Тӳрĕ кӳреймерĕ. Не попал в цель. || Назв. злого духа. Т. VI. Ехвер Иванин, Утан çитăрăн тур хаяр тӳрри... Сехтийĕн тӳрри... Михеле хурт лартнă çĕрти тӳрĕ. См. йĕрĕх. Ст. Чек. Ăш чирĕ тӳрĕрен. Микушк. Тӳрĕ, дух; чирлĕ çынна çав тӳрĕ лекмен-и? Тяберд. Тӳрĕ — усал. Т. VI. Учук тунă çĕрти тӳрри. См. кĕл-илен. Ст. Чек. Кĕсен-çăпанпа асаплан(тар)акан тӳрре. || Исцеление? Панклеи. Кăрмăша тӳрре каятăп. Опан котне колта-полта тунă (говорит медведь, у которого лисица исцарапала зад. Сказка № 9).

тӳрĕрен

прямо, прямиком, напрямик. Н. Карм. N. Кӳ хăй те лашă кӳлсе тӳрĕрен кайрĕ, тет. Сиктер. Ку арăмĕ упăшки кайянах, часрах тăрат, тет те, урăх тĕрлĕ тумланса, упăшки пырас çул çине тӳрĕрĕн часрах чупса тухать, тет. || Откровенно, честно, прямодушно, по правде. Юрк. Мĕн ыратат? тесе ыйтсан, сыввисем, тасисем хăйсене илессине пĕлсе, паллă, тӳрĕрен: нимĕн те ыратмаст, тенĕ. N. Тӳрĕрен калан тăванне юраман, тет. N. Ку тӳрĕрен: эпĕ хуралла çӳреме пит юратмастăп, тет. Халапсем. Атя, тӳрĕрен сут тăвар (Торговать).

тӳшек

(тӳжэк), перина, тюфяк. Абыз. † Эпĕ йăтас тӳшекне ыр çын йăттăр — ыр куртăр, ыр куртăр та хĕн куртăр. (Солд. п.). Хора-к. Хĕрарăм тĕк тӳшекрен йĕп тӳшек шырать, тет. ЙФН. Мамăк тӳшек, улăм тӳшек. N. † Улма-чăпар тӳшек çинче хĕрпе каччă вылянат. Чураль-к. Пирĕн арăм çук, çук, çук, çук та пулсан вуниккĕ, вуник тӳшек сараççĕ, çирĕм тăват çытар хураççĕ. Нюш-к. Ик йӳплĕ тӳшек-иносказательное название штанов в одном рассказе.

тăвуçăм

то же, что тăву. Юрк. † Чун савнине пĕре эпĕ чуп-турăм, иккĕ чуп-тăвуçăм вăратрăм.

тăван

(ты̆ван), родной (брат, сестра и пр.); родственник вообще. ПВЧ 101. Тăван тоти — пыл тути (йот çын тути — йон тути. Вомбу­-к). N. † Çӳлĕ кĕлет умĕнче шăнтăм, тăван, кĕрĕкне пар. Автан авăтать, тул çутăлать, каяп, савни, аллăна пар. Пазух. Эп килмĕттĕм, тăван, ай, çак киле, анчах пĕрле ӳснĕ те тантăшсем. Изамб. Т. Тăван çичĕ ютран усал тенине илтмен-им? Алешк. † Шурă тăван кăвак куçлă пултăр, куçран куçа пăхсан йăл култăр. Толст. Вăрманта икĕ пĕр тăван пур. Бреняш. учит. Ама-çурин валĕ валеçнĕ чух ютран тăваншăн алли кĕске, хăйĕнчен тăваншăн алли вăрăм. N. Ютă тăвантан хытă çыртать. (Послов.). Бел. Гора. Эпир сана, Маруçинка, тăвантан йăхăрăпăр. Собр. † Уçрăм-пăхрăм алкине, тăватă тăвансем лараççĕ. Ib. † Эпир килетпĕр çак килле, тăвантан тăвана шыраса. ПВЧ. † Эс таçтаччĕ, тăван, эп таçтаччĕ, явăçтарчĕ телей пĕр çĕре. Хора-к. Тăван тăвар тути калать. Юрк. Чӳнтертен тăван Иван çуралнă. Унтан тăван виçĕ ывăл пулнă. В. С. Разум. КЧП. Эх, тăванăм, эсĕ те çав ĕçе тунă пулмалла. Юрк. † Кайăк хурсем пыраççĕ картипе, кукăртан кукăра шыраса; эпир те килетпĕр çак киле, тăвантан тăвана шыраса. Ib. Ютран тăван, чужой человек; хамăртан тăван, свой человек. Ib. † Хамăртан тăван килсен, кукку çунатне сарса ярат. Ib. Çĕрккĕ тăван çĕр çулта, паян тăван пин çулта; çуллĕн вĕçен, çĕрĕн кусан, кутăн шăван, уранăн утан — пурсăмăр та çак хăта патне сăра ĕçме туя килтĕмĕр. (Такмак). Ст. Шаймурз. Эпир тăхăррăн пĕр тăван-тăр, теççĕ. Ib. † Эпирех те килтĕмĕр çак киле, тăванăн тăвана шыраса. Ib. Кăсене илме килнĕ кĕçĕн тăванĕ пилĕк тĕле пиллĕк сурат. Алешк.-Сапл. † Аппа, шăл урайне тасарах, пăхсан шур кĕленчен курăнтăр; тăван тусан, ту юлташна матурне, куçран куçа пăхсан йăл култăр. Сред. Юм. Тăван атте-анне, родные отец и мать. Ib. Тăван пиччĕш, родной старший брат. Якейк. † Йот çын тăвань (чужие) пырсассăн, яшка çупа пĕçереç; хамăр тăван пырсассăн, сив çупала пĕçереç. N. Вĕсем пĕр тăван, они сестры. N. Сысман пăх кута çыпçăнмасть; хăвăнтан тăван мар ача пĕрле пурăнмасть. (Послов.). Городище Б. Санпа пĕр тăвансем миçе? Сколько у тебя братьев и сестер? ЧС. Эпир хам тăванпа, Хветĕрпе, асаттене пĕрте юратмастпăрччĕ. БАБ. Ытти тăвансем пек çулталăк çурăра утакан пулас вырăнне, çичĕ çултан тин утакан пултăм. Юрк. Вăл халĕ сирĕн тăванăр мар, сирĕнпе те, пирĕнпĕ тĕ чăвашла калаçмаст. N. Атте хапхи тăпсине шăтрĕ-тухрĕ пĕр хурăн; çав хурăна кăçалхи çул касмасан: ĕмĕр ларĕ, тетĕр пуль; пирĕн атте-анне тăван хĕрне паянхи кун памасан: ĕмĕр ларĕ, терĕр пуль. (Хĕр йĕри). ЙФН. Пурçăн туттăр айĕ çине ылтăн кукку килсе ларчĕ. Хамран тăван килчĕ те, саркаланса авăттăрĕ; ютран тăван килчĕ те, пăчăрăна-пăчăрăна авăтрĕ. ЧП. Пирĕн аттен тăван хĕрĕ. КС. Юратнă тăванăм! Мĕншĕн эсĕ мана кăçал питĕ тунсăхлаттартăн? Эпĕ санăн çыруна кăçал хĕлĕпех чунтан кĕтрĕм. (Письмо к брату). Альш. † Эсĕ чĕнтĕн, тăванăм, эп чĕнмерĕм, çиленсе мар, тăванăм, вăтанса. Ib. Ĕнтĕ пĕр тăванăмăрсем, çунатăмсем, килĕре те килсессĕн, чысăр пур. N. † Тăван курки тăваткăл. || Рожденный. N. Ай-ай, куккук, чăпар куккук! Хамăртан тăван килсессĕн, мăйне пăрса лараят; ютран тăван килсессĕн, мăйне тăсса авăтать. ЧС. Ялан сутăн илнисем вилетчĕç, килте тăванĕсем вилместчĕç (лошади). СТИК. Ун ачи хăнтен тăван мар вĕт. Его сын не родной. Собр. Пирĕн аттерен тăван хĕрĕ. Ib. † Çӳлте вылят хурт амĕш, хăйĕнчен тăван çӳрисене уйрасшăн мар-и у? Ай пиччеçĕм, пичче, хăвăнтан тăван хĕруна епле уйăрса ярăн-ши? МД. Тăван атте, тăван аппа. N. Вĕсем икĕшĕ (медведь и попадья) пурăннă, тет, упаран тăван ача пулнă (у нее), тет. (Из сказки). Юрк. † Савнă тăванăм, хура куç, асăнат-ши, асăнмаст-ши асне килнĕ вăхăтра.

тăваттăн

четверо, вчетвером. N. Эпир таваттăн пĕр тăванччĕ, тăваттăнтан хурлăхли пĕр эпĕ çех юлтăм. Завражн. Тăваттăн пӳрте кĕреççĕ, пĕри чăлана кĕрет. (Алăпа алса тăхăнни). Н. Седяк. Тăваттăн тĕвеççĕ, пĕри авăсать. (Лаша). N. Эпир чăваш тăваттăн анчах, орăх пĕр паллакан та çок.

тăватшар

тăватшер, по четыре. Завражн. Лаша тирĕсене эпĕ виçшер-тăватшер те илнĕ.

тăк

(ты̆к), лить, выливать, проливать. Янтик. Тăкайрас ăна ушкĕнпех (вылить и больше ничего), хуçа ан та пĕлтĕр унта мĕн пулнине. СТИК. Вăт ĕнтĕ тăкат. Вот уж льет (о сильном дожде). Орау. Эй тăкать-çке çăмăрне. ПТТ. Çав çын тем тĕрлĕ килсе тăкса антарас çумăра та сирсе ярат, теççĕ. (Петĕркке шăтăкĕ). N. Тăранса, тумланса пурăнас тесен, малтан тар тăкса ĕçлемелле, || Сыпать, просыпать, рассыпать. N. Ыраша çил тăкрĕ. || Ронять. Пазух. Мăкăнь çеçке тăксассăн, каять пахча илемĕ. ЧП. Мăкăнь çеçкисене çил тăкать (обивает). СТИК. Çĕмĕрт чечекне тăкрĕ (отцвела). || Стрелять. Демидов. Унтан кăсем тата тăка пуçларĕç, тет, кăсем çине стреласем. || Тратить, расходовать, издерживать. N. Мана сарă ерчĕ те, çампа пĕр маях укçа тăкатăп. Хĕн-хур. Вăл чирлесе выртнă вăхăтра лекĕрпе лекартсăшăн мĕн чухлĕ укçа тăкрăмăр эпир. Чăв. й. пур. 12. Куншăн, нимĕнсĕр укçа тăкса çӳренĕшĕн, ашшĕ татах вăрçмалла пулчĕ вĕт ĕнтĕ. || Вывозить, валить. N. Эсир пăха ăçта тăкас тетĕр? || N. Çĕр çурăлчĕ, йĕп тухрĕ, сан тĕлĕнтен кун пĕтрĕ; шуралса шурăм-пуç килнĕ чух арăмăнтан уйăрăлтăн (хĕрелсе хĕвел тухнă чух хĕр-тантăшсенчен уйрăлтăн); тăр-кăнтăрла çитнĕ чух йăхран-тĕпрен уйăрăлтăн. (Юрлаççĕ тăкма тухнă чух, ăсатнă чух юрлаççĕ). || Иметь урон. N. Халăх тăк, иметь потери людьми. || В качестве вспомог. гл. N. Эпĕ илнĕ пĕренене касса тăкса пĕтернĕ. N. Темĕн чухлĕ тупă кăларса тăкнă (наставили?). N. Каласа тăк. Кан. Подпискă адрĕсĕсене чĕрсе тăкнă. Ib. Юлашкинчен уçăп кăмакине пĕрер кирпĕчĕн ывăтса тăкрĕ. N. Çийĕнчен тумтирĕсене çуркаласа тăкса... Шибач. Вăл хота çĕтсе тăкрĕ хоçи арăмĕ (изорвала и бросила). Хăр. Паль. 14. Кăна вăл лайăх çеç ятласа тăкрĕ. Ырласа тăкни мĕне? — Кирлĕ мар. Ib. 14. Тăван сассене хурласа тăкрĕ. Итлемесен пурсăра та касса тăкăпăр, тенĕ. Собр. † Пус кутĕнчи кăвак пăр; касса тăкман пулсассăн, ĕмĕр иртĕ, терĕç пуль. Курм. Ан кала-ха, ак эпĕ сана халех хĕнесе тăкăп. Чебокс. Тарçи пĕтĕм сурăха пусса тăкрĕ, тет. Качал. Çав карчăк хĕçпе касса пăрахрĕ, тит, Йăвана та, кайса тăкрĕ шыв хĕрне. Альш. † Ютсем йышлăн, эп пĕччен: калĕçĕ те тăкĕçĕ; калас сăмахăма калаймăп.

тăккалантар

понуд. ф. от тăккалан. N. Сирĕншĕн ĕçленĕ чух эпĕ ытти ушкăнсене тăккалантарса тăранса пурăнтăм.

тăкса яр

пролить. N. Киле тавăрннă чухне эпĕ тăкса ятăм, юлашкине çыса ятăм.

тăлă

(ты̆лы̆, тŏлŏ), путы для стреноживания лошади. ЧС. Лашинĕн тăллине часах илсе утланчĕ. N. Тăлла сӳсрен, пушăтран явса тăваççĕ, тата тимĕртен тăваççĕ. ЧП. Хура пурçын тăлă уринче. Юрк. Тытăннă пулсан, тимĕр тăлăпа таçта чанкăрăтаттарса çӳренĕ пулĕччĕ. Кан. Пĕрин аллинчен теприне пысăк тĕвĕллĕ тăлă чуптарса, çурăмсенчен ай, ну! ислететпĕр. Ст. Чек. Мăнтăрланса кайнă, тăлă çитмес мăйне (или: мăйне тăлă çитмĕ, о человеке). Изамб. Т. Тăлăпа лашана тăллаççĕ (путают ноги). Яргуньк. Лашасене тăлăпа тăлласа ятăмăр. N. Вĕçсе кайса пăхăттăм, икĕ урамра тимĕр тăлă. Чертаг. Тимĕр тăлă, железные путы. N. Эпĕ лашасен тăллине вĕçерсе, йĕвен тăхăнтартса, утланса лартăм та, киле кайрăм. || Мочеи, Якейк. Тăлă — арман урапине кăкармалли. См. арман.

тăлт-толт

подр. подпрыгивающей неровной походке. Б. Олг. Çолпа кайнă чох эпĕ лакăма тăлт-толт поссартăм, чутах эпĕ тирĕнсе каяттăмччĕ. Савельев. Тăлт-толт поскаласа карĕ, тӧп кайса ӳкрĕ (ĕссĕр çын, халсăр çын).

тăм ил

отмораживать. Изамб. Т. Эпĕ паян хăлхана тăм илтереттĕм (чуть не отморозил). N. Эпĕ, мĕскĕн, вилесрен юр айĕнчен пӳрнесене тăм тивтерсе тепĕр хут пӳрте аран кĕрсе ӳкеттĕм. Янтик. Иван хăлхине тăм илнĕ те, халь татăлса ӳкнĕ (отморозил). N. Шалт ал-урана тăм илсе ячĕ. N. Тулалла тухма çук, пите тăм часах илет-ярать. Кан. Тăм илсе ярасса кĕтсех тăр. Того и гляди обморозишься. Ib. Çуни çинчен тухса ӳксе юлнă çул çинех, алли-урисене пĕтĕмпех шап-шурă тăм илсе янă (отморозил совсем). N. Нумай ал-урасене тăм илтерсе килеççĕ. N. Вăр-çăран тăм илнĕ салтаксене нумай исе каяççĕ.

тăман

(ты̆ман, тŏман), пурга, буран, метель, вьюга. N. Хирте тăман вĕçтерет. Б. 1З. Тухман çын тухсан, тăман тухать, тет. ЧП. Чалăш тăман çул шăлать. Баран. 87. Кутсăр-пуçсăр тăман тухрĕ. Ib. 161. Çынсем, кĕтӳсем тăман айне пулса вилсе пĕтеççĕ. N. Пĕр виç кун пулчĕ куçа уçса пăхмала мар тăман. Çамр. Хр. Асар-писер тăманĕ тухса ахăрать. N. Куç курми тăман пулчĕ. N. Тăман çусан, ăшăтат (буран и метель), N. Уя тухмалли те çук, тăман мăкăрлантарать. Юрк. Вут хутсан, вучĕ шатăртатса шăрăх çунсан, тăман пулат. Шигали. Тухман çын уя тухсан, тăман тухнă, тенĕ пек, эпĕ Ишеке килтĕм те, ман тĕлтен телейĕ те таçта кайса кĕчĕ. Юрк. Çитменнине тата çанталăкĕ те мĕн тĕрлĕ, куç уçса пăхма çук, тăман пулчĕ. Тулăн-шалăн çуреме çук. Арçури. Тохман çын тохсан, тăман тохать, тет. Якейк. Куç-пуç корми тăман вĕçтерет (буран). Альш. Çуранлă тăман çул шăлать. Изамб. Т. Куçа уçса пăхма та çук — тăман. Толст. Йытăсем тăман кăларса кашкăрпа кĕрмешни курăна пуçларĕ. СТИК. Тăман вĕçтерет, пуржит, мятежно. (В слове тăман — метель, „ă“ короче, чем в слове тăман — невстал). Сред. Юм. Çăмăрĕ: эп çĕр витĕр каяп, тесе калать, тет; тăманĕ: эп йĕп çăрти витĕр кĕреп, тесе калать, тет. (Нар. поговорка). Ib. Тăман поснă, буран застиг. || Снег. НИП. Тăман çăвать. Идет снег (при ветре, в не очень холодную погоду). Абыз. Аялтисем (сидевшие внизу): ак ăш тăман кайăк пуçĕ пек çăвать, тесе хĕпĕртерĕç, тет. Юрк. Шурă хăрпулă çĕлĕк çĕр аллă сум, тăхăнаймăп йĕпе тăманта. Ст. Чек. Тăман пусса илнĕ (не видно дороги, снег залепляет глаза). Т. IV. Çĕнĕ çул каç тăман çукаласан, мăйăр пулат, теççĕ. Якейк. Тăман çăвать = йор çăвать. || Туман. Пшкрт.

тăмра

(ты̆мра), баладайка. С. Айб. Тăмра калама вĕрент мана, тесе ыйтат, тет. СПВВ. † Эпĕ тутартăм тăмрана, ялан пушă ларнăран калама. Чертаг. Тăмра в роде скрипки; унăн: алтан, пăта, хĕлĕх. N. Тăмра кĕвви майĕпе юрла. Шел. 20. Кĕслипеле тăмрине харăс тăрса калатьчĕç. || Тупой (человек), глуповатый. Тюрл.

тăна кĕр

стать понятливым, понять, притти в сознание, очнуться. N. Тăна кĕменскерсем (непонятливые). Кильд. † Ах тăвансем, пирĕн хушăмăрти тантăшсем-пĕлĕшсем (scr. етĕшсем-мĕлĕши) кам çуратса чун панă-ши вăлсене, пĕре те тăна кĕмеççĕ. N. Эпĕ сире акă мĕн каларăм: пирвай шухăшласа пăхăр, терĕм, мĕн çинчен шухăшлама каларăм эпĕ сире, тăна кĕтĕр-и, ырă тăвансем? Ал.цв. 18—19. Çак тĕлĕнмелле япаласене курса, эпĕ халĕ те тăна кĕрейместĕп. Юрк. † Пусма кĕпе пусат вăл, хăмаç кĕпе хуçат вăл; тантăш тăна килмесен, ĕмĕр хуйха пусат вăл. Б. Яныши. Ларсан-ларсан, тăна кĕрчĕ, тет те, атти килне кăларса яртăм, тет.

тăнла

слушать, слушать внимательно, понимать. Орбаш. Тăнласа ил, понять. N. Тăнласа ĕçлет. Все делает обдуманно и толково. N. Хăй çинчен тăнласа илчĕ. Обдумал свое положение. ПТТ. Тата та нумай калат никак та, анчах эпĕ ыйтти çамрăксемпе пĕрле ăна тăнласах тăман. Тюрл. Лайăхрах тăнласа тăр та, çынна сăмах тин кала. Кан. Тăнласа выртатăп. N. Ман ăлавçă тем пек тăнласа итлесе ларать. СТИК. Тăнла, слушать напряженно. Çутт. 63. Таврари сасă-чĕвве тăра-тăра тăнлать. N. Эпĕ тархасланине тăнласам.

тăпăл-тапăл

(ты̆бы̆л-т̚бы̆л), подр. подпрыгиванию. Якейк. Эпĕ пĕрре хамăр автана уринчен пушăпа çатлаттартăм та, вăл тăпăл-тапăл сиккелесе илчĕ (подпрыгнул; можно и тăпăлт-тапăлт). || Подр. паданию „верхтормашкой“. N. Тăпăл-тапăл персе антăр! Пусть полетит (с копылков долой упадет на землю, о человеке).

тăпăлтар

дергать, выдергивать, вырывать с корнем. Хурамал. Пĕчĕк йывăçа тăпăлтарма (выдернуть) ансат. Сред. Юм. Олмăççие ĕлĕххи вырнĕнчен тăпăлтарса лартас. Ашшĕ-амăшне. Килне тавăрăнсассăн, вăл нумайччен сак çинче сухалне тăпăлтарса ларнă. Ib. Куратăн-а, ав çӳç-пуçа çил-тăвăл епле тăпăлтарать? Хурамал. Тилĕ вара ăннă тулла çӳлтен кăна вырса пуçтарнă, ун хыçĕнчен упа хăмăлне тăпăлтарма тытăннă. N. Çарăк тăпăлтарас (вырвать с землею). Çутт. 19. Çурла тырă хăмăлĕсене касмасть, тăпăлтарайрать. Т. VI. 19. Ытах силленмесессĕн (гусь), çӳçне-пуçне тăпăлтарса шыв сапаççĕ те, тула кăларса яраççĕ. (Моленье „тырă пуç“). Хурамал. Вара пирĕн иксĕмĕрĕнне те пыршăсене тăпăлтарса кăларнă вĕт, санăн тата лепле? тенĕ. Янгильд. Арçурисем вăрманта çавра-çил пек çӳресе темен чухлĕ йăвăç тăпăлтарса е хуçса пĕтереççĕ, тет. Якейк. Çӳçрен тăпăлтарас = çӳçрен тортас; йăвăçа кăкĕпех тăпăлтартăм (кăкларăм). Юрк. Пĕр-ик-виç хут калатчĕç те, пĕлмен ачасене çӳçрен тытса, çĕрте тăпăлтарса сĕтĕрсе çӳретчĕçĕ. || Рвать зубами. Толст. Йыттисем шăрчĕсене тăратса хăшĕ сысная е хырăмĕнчен, е урисенчен тăпăлтараççĕ. || Вырывать. Кан. Кĕç иккĕн икĕ енне тăчĕç те, пуçларĕç куçа тăпăлтарма. Ib. Тем туса пăрахăттăм тесе шухăшласа тăнă çĕртех çĕленĕ çиппине тăпăлтарса кăлар. || Рвать (уши). N. Хытă тăпăлтарчĕ хăлхаран. || Отнимать силой. N. Усалсем тĕл пуласран, хам çумран ăна часах тăпăлтарса илесрен хăратăп. Слеп. Тăпăлтарса илтĕм (силом). СТИК. Аккăшсем кăна тытаççĕ те, çырлине тăпăлтарса илеççĕ (отнимают). N. Акçонăвăн япалисене, укçисене тăпăлтарса илнĕ, хăйне пĕр çывăхри хулана тĕрмене янă. N. Çапла вара вăл хыснаран, пăртакăн та пулсан, тăпăлтара-тăпăлтара илнĕ. || Есть жадно. ЧС. Анне аттене чĕнме тухсассăн, эпĕ пĕр кашăкне туртса илтĕм (вытащил ложку) те, пăтта тăпăлтара пуçларăм (начал жадно есть кашу).

тăпка

пучок, клок. N. Çӳçне тăпкипех кăларса илнĕ. Ядр. † Çерем çинчен татса çирĕм (поел) пĕр тăпка çĕр-çырли, çĕртен-шывран уйăрăлтăм. || Макушка. Шорк. Кил-ха, эпĕ сан тăпкуна якатам. Иди-ка сюда, я тебя отдеру за волосы (в прямом смысле: всклоченные толстые волосы). Сред. Юм. Çӳç тăпкинчен кирлĕ-и-мĕн вара сана, ытла пит чăркашан-çке эс манпа. ПВЧ 93. Пурçăн туттăр çӳç тăпки. Ыраш 1З. Е варпуççи тăпки пек туйăнать ыраш пусси. Якейк. Шăртласан, сӳсе тăпка тăваççĕ. Шăртласа эп эрнелĕх тăпка туса хотăм. Орау. Сӳс тăпки, мочка. Панклеи. Кăмака айĕнче тăпка çакăнса тăрĕ. (Ĕне чĕччи). Ib. Тăпка — шăртласа, хатĕрлесе хунă сӳс. КС. Тăпка чав. Якейк. Сӳс шăртлаç те, тăпка туса хораç, тăпкара пĕр кăнчалăлăх сӳс. || Хлопок. СПВВ. ПВ.

тăпра

(ты̆пра), земля, почва, грунт. Юрк. Пĕр килте ăна пĕр çăкăр парса яраççĕ. Çав çăкăра вăл: эпĕ сан хыçăнтан нумай çӳрерĕм, атя, эсĕ те ман хыçран çӳресе пăх-халĕ, тесе, пиçиххийĕн пĕр вĕçне çыхса, çĕре пăрахса, пĕчĕкçĕ урапана туртса пынă пек, хăй хыçĕнчен тăпра çинчен сĕтĕрсе пыра пуçлат. Сред. Юм. Пит хора çынна: тăпра пик, теççĕ. N. Кĕрӳшпе хунĕшĕ пĕр тăпра. ГТТ. Хунĕ тăприпе кĕрӳшĕ тăпри пĕр, тесе калаççĕ. N. Сухви ӳсет-и ĕнтĕ, тăпра çиекен пулчĕ-и ĕнтĕ? Чхĕйп. Вара вилнĕ çын ӳтне как-нибудь хăракаласа тăпра айне тунă (зарыли в землю). ХЛБ. Хĕрлĕ тăпра çине тирĕслĕке иртерех хурсан та пырат. ЧП. Хура халăх мĕшĕн сикет? Хура тăпра сиктерет. || Сор, грязь. О сохр. здор. Урай тăприне пӳртре тытма кирлĕ мар, унăн вырăнĕ çинĕкре. N. Тăпра пусрĕ. || Намогильная насыпь. СТИК. Иван тăпри çине ем-ешĕл тупăлха шăтса тухнă, тет. Альш. Йывăр тăпри çăмăл пултăр. N. Ну, ман атте тăпри çине таптамала пуласчĕ вилсен. ТХКА. 74. Анне мана хăй çинчи тăприне пырса купалама хушнăччĕ. Курм. Ати вилнине пĕлтĕм, она турă çӳлти патшалăха илтĕр, лайăх вырăн патăр, йăвăр тăпри çăмăл полтăр. N. Эсĕ пирĕн тăпрасене таптама, пире пытарма килейĕн-ши, таврăнăн-ши, тесе кĕтсе тăратпăр. N. Сана ман тăпра çине таптама турă çавăртăр (пишет мать). N. Пире иксĕмĕре аннен тăприне таптама пӳрмен пулĕ (мать умерла, пишет с чужбины брату, находящемуся тоже не на родине). N. Тăпри çăмăл пултăр. Сиктер. † Йывăр тăпру айĕнчен хура çĕлен пулса тух, аттеçĕм! N. Масар çинче унта-кунта тинрех пытарнă вилнĕ çынсенĕн тăприсем те пурччĕ. В. Олг. Тăпра ăшне анса кай (сильная брань). Пшкрт. Тăпра ăшня кайман (брань). Ала 90. Çавă ачасене ашшĕ те хăйĕн малтанхи арăмне тăпрашне кайса праххăрĕ те, урăх арăм илсе, унăн хыççăн кайрĕ. С. Алг. Юпи çумне çурта çутса çыпăçтараççĕ, йĕри-тавра виççĕ çаврăнаççĕ: пехиллесе юл, йывăр тăпру çăмăл пултăр, тесе тăпрана çӳлелле сăтăраççĕ. Вил-йăли. Вилнĕ çынна шăтăка ярсан, пурте пĕрер ывçă тăпра яраççĕ, теççĕ. N. Вилнĕ çынна илсе пынă чух хирĕç пулакан çынсем: йывăр тăпри çăмăл путăр, тесе иртеççĕ. || Руда. Ск. и пред. чув. 66. Унта, ылттăн тăпри чавнă çĕрте (на золотых приисках), çĕр айне пулса вилнĕ. N. Вĕсем ылттăн тăпри кăларма кайнă.

тăр

(ты̆р, тŏр, ты̆рр), подр. дрожанию. Шибач. Тăр-тăр-тăр! чĕтрет. КС. Мăнтăр çыннăн ӳчĕсем тăр-тăр чĕтренсе çӳреççĕ. Якейк. Йăванăн ана-шăнни тăр-тăр чĕтрет (трясется, напр, от жира). N. Вăл упана курнă та, йывăç тăррине улăхса кайнă. Хăй тăр-тăр-тăр чĕтĕрет. Он увидал медведя и залез на дерево. А сам от страха трясется. ЧС. Эпир ăна курсан, пурте тăр-тăр-тăр чĕтĕресе кайрăмăр. Ашшĕ-амăшне. Аллисем унăн тăр-тăр-тăр чĕтресе тăнă. ЧС. Пӳрт тăр-тăр-тăр кисренсе кайрĕ. Изба вся затряслась. Мăн-Шетмĕ. Тăр-тăр-тăр, сильное сотрясение полотна палатки. ЧП. Ула юпа тăр-тăр кисренчĕ. КС. Вăл кĕпер тăр-тăр-тăр чĕтресех тăрать. ЧП. Ылттăн ула юпа тăр чĕтĕрет. Кан. Çуртсем, йăвăçсем тăр-тăр-тăр! туса чĕтренсе илеççĕ. Сред. Юм. Арман çоначчи вăйлă çилте: панчен тăрр-тăрр туса илтĕнет, аякран хашкать. || Подр. резонансу в корпусе скрипки, когда возьмешь ее в руки и заденешь смычком. Кушакпа автан 11. Тăр-тăр-тăр купăсăм! Янра, ылттăн хĕлĕхĕм. Ib. Тăр-тăр тăр купăсăм, ылттăнланă хĕлĕ-хĕм, янра юлтăр сан сассу. Ib. 10. Тăр-тăр-тăр, вăй-вăй-вăй, манăн ылттăн хĕлĕхĕм. || Подр. звуку барабана. Шел. II. 24. Пионерсем тăр-тăр-тăр! параппансем çапаççĕ. || Подр. шуму трамваев. Шел. II. Трамвайсем тăр-тăр-тăр! тăрăлтатса чупĕçĕ. Зашумят трамваи. || Подр. шуму волн. Ир. Сывл. 21. Тăр-тăр-тăр-р-р! кĕрлет. Утăм. Татах тен-тен-тен-тен! Тăр-тăр-тăр-тăр! || Б. Олг. Омла эпĕ ут сартăм ампар çинелле, тăр-тăр-тăр (дŏр-дŏр-дŏр)! каллях коссанчĕ (= кусса анчĕ), çĕр вĕртӧп! терĕ. Ib. Çимелли пăрçа, сапсассăн, çĕре косса каять тăр-тăр-тăр! çталла кирлĕ, онталла. || К. Олг. Хоттăр çăмхаланă чох кăшкар çине тăр-тăр, тет. || Подр. прямизне. Бижб. † Çӳлĕ тусем çинче виçĕ хурăн, тăваткăл пĕр тăваткăл тăр çурнă.

тăрлаттар

понуд. ф. от тăрлат. Сред. Юм. Пирĕн тĕлтен лашапа тăрлаттарса çиç иртсе кайрĕ. (Стук при проезде на лошади). || О жаворонках. N. Тăррисем çӳлте вĕçмен пекех тăрлаттарса тăраççĕ: пăр тапраннă, пăр тапраннă, теççĕ. || Пробирать, дать нагоняй. N. Эпĕ лайăх тăрлаттартăм. Я его хорошо отчитал.

тăр-пылчăк

совершенно грязный, прегрязный. Хурамал. Вот эпĕ çăл чаврăм, тĕкĕм-çӳçĕм те тăр-пылчăк, хыпаланнипе çăвăнаймасăрах килтĕм.

тăр-пĕччен

совершенно один. Якейк. Шорк. Пасартан пирĕн ялсем пурте кайса пĕтнĕ, эпĕ тăр-пĕчченех тăрса юлнă. Кильд. Ача вара тăр-пĕчченех тăрса юлнă. Собр. Ача çуратсан, ăна тĕне кӳртсе, уйри тăр-пĕччен ларакан йăвăç патне илсе каяççĕ, унта хăйсем урăх ят хураççĕ, урăх ят хумасан, ача пурăнмаст, теççĕ. Ир. Сывл. З7. Тăрса юлан тăр-пĕччен.

тăр

(ты̆р, тŏр), вставать; стоять. N. Икĕ ура çине тăрса ӳкерттер. Çутт. 70. Икĕ ура тăрне тăрса йĕри-тавра пăхкалать. N. Хăвăр аппусампа портăпа тăрса вăрçнă. N. Чĕнмесĕр тăрать-тăрать те, мĕн те пулсан каласа хурать (вдруг скажет о том, что уже было). Могонин. Çавăн пек йĕрĕх те çынна тытать; йĕрĕх тĕлне тăрсан, е таптасан, е сурсан, вăл вара çав çынна кĕсен-çăпан чирĕпе асаплантарать. Чуратч. Ц. Вăл хапха патне тăчĕ те, каçчен те ниçта та каймарĕ, çантах тăчĕ. Якейк. Ĕçлен, мана кориччен, чăмăртанса выртнăччĕ; мана корсан, тăрса шăтăкне тарса кĕч. || Вставать с постели. N. Пуринчен иртерех тăратăп. Мы встаем с постели раньше всех. N. Вăл халь те çывăрса тăман. Орау. Эсир тăнă-и? Эсир тăтăр-и? Вы встали? Ib. Эсĕ тăнă иккен. Ты, оказывается, встал. Ib. Эс тăним? Разве ты встал уже? Оринино. Çывăрса тăрчĕ, кайса тăрчĕ. Орау. Хăна тăн(ă)-и? Встал ли гость? Регули З57. Эп килнĕ чох вăлсам порте тăнăччĕ. || Стоять (напр., о войске). N. Кайра тăратпăр. Мы стоим в тылу. || Задерживаться; воздерживаться. Шибач. † Лайăх арăм илес терĕм, хак хаклă. Хак хаклăшăн тăрмастăм(ччĕ), яшкĕрĕмрен хăрарăм. Б. Олг. Виç тенкĕшĕн ан тăр. Не спорь из-за трех рублей, не стой, не задерживай. Кореньков. Трапхим пуçĕ ĕçленĕ саплăкшăнах пит тăман (произн. тăмон), толькă онăн сăкмонĕ пиншак майлă чут полман. Яргейк. † Чемей çулĕ лакăмлă, çул усалтан тăрмастпăр, хĕр лайăхшăн тăрмастпăр; Чемей хĕрĕ пур çинче эпир арăмсăр пурăнас çук. N. Килте хĕрсем: питĕ мар-и(?) мĕн çамрăк, тесе, тармасчĕ полмала. || Стоять за кого (за что), заступаться, защищать. КС. Сутра маншăн пит хытă тăчĕ (заступался, защищал). || Происходить. N. Халĕ конта вăрçă выйлах тăрмаç. N. Вăрçă халĕ вуйлах тăрмаст. || Находиться где-либо; находиться в известном состоянии. N. Пĕр эрнерен ачанăн акăшĕ хăмăшлăха кайса пăхат та, шăмăсем çапла тăнинех курат. N. Унта кăкшăмпа (в кувшине) шыв ларнă (или: тăнă). N. Эпĕр вăрçăра ик уйăх тăтăмăр. Альш. Çуркунне шыв тăрат, çула та типмес (в болоте). Бес. чув. 14. Халĕ вăл вырăнта пĕр лачака анчах тăрать. N. Вăрçи-вăрçми тăратпăр. N. Вăл унта яланах пĕр пек, пĕр чарăнмасăр тăрать (холера). Календ. 1906. Унта ир пулнă чухне пирĕн çĕрле тăрать. О сохр. здор. Вара шыв тăми пулса курăксем çĕрмен те, тин сивĕ чир пĕтнĕ. Бугульм. † Хранцусски тутăр виç панулми, эрне тăчĕ арчара. Н. Карм. † Сĕтел çинче тăракан, ай, хăпарту, пăрирен мар-ĕçке, тулăран. Регули 20. Ĕçлемесĕр виç кон тăрать çак кĕпе. || Висеть (о кнуте). || Храниться. N. Клетре тырсем мĕле тăраççĕ? О сохр. здор. Кĕççе (войлок) таса тăтăр тесе, ăна пиртен çĕленĕ пит тăхăнтарас пулать. || Сидеть (об одежде, белье). Якейк. Ман кĕпе лайăх тăрать-и, пăх-ха. || Служить, находиться, состоять в должности. Альш. Вĕсем пĕр çул кăна тăнă. Бес. чув. 4. Малтан вăрман улпучĕ патĕнче виçĕ çул тăрса ирттернĕ. N. Хăшĕ халĕ вĕрентекен пулса тăраççĕ, хăшĕ тата урăх ĕçре тăраççĕ. N. Чиркӳ старастинче тăрасси темĕнех мар. || Быть в ожидании чего-либо. Тюрл. Пирĕн атте аппăшин хĕрне çураçнăччĕ те, туй тăвасшăн тăратьчĕç. || Держаться (в памяти). N. † Ах аттеçĕм, аннеçĕм, нуммай чĕркĕр çинче вылятрăр, халь те тăрат чĕре варринче. || Находиться в чем. ЧП. Мĕн пур кил ун пуçĕнче тăрат. N. Çав кӳкĕрт шăршипе пӳрт ăш-чиккинчи пĕрене çурăксенче тăракан чирсем пĕтеççĕ. || Стоить. N. Унта кайма тенкĕ тăрать. N. Вĕсен пĕр тумтирĕ те хăшшĕн пирĕн çурт хакне тăракан пур. N. Сирĕнпе пĕр сехет курса калаçни пĕр ĕмĕре тăратьчĕ. N. Эсĕ çăкăрăн пĕр пĕрчине тăмастăн, вĕт, теççĕ. N. Укçа пĕр тенки пĕр пуса тăман вăхăт килĕ. N. Пĕр-икĕ сăмах çырсан та, çĕр сăмаха тăрать. N. Ку япала нимĕне те тăмас (ничего не стоит). N. Мĕн чухлĕ тăрат? Перев. Мансăр пуçне эсир ниме те тăмастăр. Регули 104. Çав кĕпе ĕçлесси те пĕр сом тăрать. Ib. 133. Çав кĕпе ĕçлеме пĕр сом тăрать. Хурамал. Кунта этем ячĕ мĕн пурĕ иккĕ, а эсир виççĕн, виçĕ этем те манăн пĕр чурама тăмаç, тет. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 11. Анчах шыраса вăхăт ирттерме тăрать-и? — Тăмасть. N. Эсир пурсăр та нимĕне тăмастăр. Чинер. Манăн 25 тенкĕ укçа 25 пуса та тамарĕ пулас (не оценили посылки). N. Мана кĕнеке вуласси те мĕн тăрать (= паха). Юрк. Старасти те ăна хирĕç, аллипе умĕнчи çуртисем çине тăсса кăтартса: кăсем акă икшер пус тăраççĕ, кăсем виçшер пус, кăсем пилĕкшер пус, аккусем тата, шултăрараххисем, вуншар пус тăраççĕ, тесе каласа парат. N. Хамăр ăслă, ыттисенчен кая пулмасан, çын мăшкăланни мĕне тăрать вăл? N. Нумаях та пулмаст, вăл 50 миллион кивсен илчĕ. Анчах вăл укçа нимĕн те тăмаст: 2З кĕпĕрне çыннине выçă вилесрен хăтарас тесен, темиçе миллион тенкĕ кирлĕ. ТХКА 48. Пирĕн лаши виççĕ, хăлхи улттă, хӳри виççĕ, виç лаша чунĕ пулин те, пĕр лайăх лашана тăмаççĕ вĕсем, тесе пуплетчĕ пирĕн атте. || Стоять в цене. Кан. Тыр-пул, апат-çимĕç хаксем çапла тăчĕç. || Стоять твердо, настаивать. N. Вăл туртма пăрахас тесен те, час пăрахаймасть. Хăй сăмахĕ çине тăракан çын анчах пăрахма пултарать. N. Эппин сăмахăр çине тăма тăрăшăр (держите слово). || Стоять (о погоде. Здесь „тăр“ иногда не переводится). N. Кун сивĕ тăрат. День холодный. N. Кунсем пĕр май сивĕ тăраççĕ. N. Çанталăк мĕнле тăрат? Какова погода? Якейк. Ай, халь авăн илме çанталăк уяр тăрать (ясная погода). Букв. 1908. Çанталăк ăшă тăнă. Толст. Çĕр çинче çанталăк пур тĕлте те пĕр пек тăмасть (не везде одинаковая погода). || Продолжаться. Панклеи. Тĕтре тăрчĕ (продолжался) тăватă кун. Кан. Çĕр чĕтрени 30 çекунлă тăнине пĕлетпĕр. Ib. Выставккă сентябĕрĕн 29-мĕшĕнче уçăлса октябĕрĕн 1-мĕшĕччен тăрать. Толст. Вăл вырăнта çу виçĕ уйăх анчах пулать, ытти вăхăтра пĕр маях хĕл тăрать. || Держаться на чем. Орау. Пӳрт çийĕ юпасам çинче тăрать те, пит начар, кĕç-вĕç ӳкес пек туйăнать. Крыша держится на столбах плохо. || Удержаться. Бгтр. Пылчăкĕ тăмарĕ, тет те, шыв киле çитиччен пĕтĕмпех юхса тухрĕ, тет. Грязь не удержалась (в решете), и вся вода вытекла. ЙФН. † Ырă çурт çинче юр выртмасть, пирĕн пуç çинче çӳç тăмасть. (Салтак юрри). N. Хăвăнта тăман сăмах çынта тăмасть. (Послов.). Якейк. Эпĕр туйя кайнă чох хĕр аллинче çĕрĕ тăмаçть (т. е. на время отдают парням ехать на свадьбу). || Приниматься, начинать. Скотолеч. 17. Анчах пĕрре сĕрме тăрсанах, пĕтĕм лашана сĕрме юрамасть (нельзя в один прием, сразу протирать всю лошадь). N. Килте хут пĕлекен те çук; писме çыртарма тăрсан та, виçĕ-тăватă киле çитес пулать. N. Письмо çырма тăрсан та, темиçе начальник чĕнеççĕ (зовут, т. е. не дают покоя): Гурянăв та Гурянăв, тесе. N. Çам пек çырма лараччин, çырмали питĕ нăмай пекчĕ, çырма тăрсан.. пурне те манса пĕтрăм. Ачач 25. Кунĕ уяр, ăшă. Хĕвел пăхать Тумла юхма тăрасшăн. Ib. 53. Алăкран кĕнĕ чух такăнма тăчĕ. N. Çисен, пуçах пуçтарма тăнă вăл. || Собираться. Толст. Çуртана сӳнтерес тесе тăраттăм ĕнтĕ, сасартăках темĕскер çыртнине сисех кайрăм. Б. Олг. Эп онтан кайма тăртăм, вăл каларĕ: çарăн-çарăн, паратăп, паратăп, ик кĕренке вонçиччех, тет. Турх. Вĕлерме тăнă вăхăтра... Чăв. й. пур. 9. Хăй çынна япала парса пулăшса тăрсан та, çапах çынсене нимĕнпе те кӳрентермен. || Пытаться (сделать что-либо), намереваться.N. Пурăнма йывăр пирки çак хĕрача темиçе хутчен те çакăнма, çăла сиксе вилме тăнă. Пир. Ял. Çакăнса вилме тăнă. Ст. Шаймурз. Катма тăтăм, шăл витмерĕ (орехи). В. Олг. Салтакне касса пăрахма тăрчĕç: чăсатăн, тесе. Кан. Хăйĕн малтанхи арăмĕ патне револьвĕрпе пырса кĕрсе, арăмĕнчен япаласем илсе тухма тăнă. || Задерживаться. N. Анчах нуммаях ан тăр, часрах тупса кил вăлсене! — Юрĕ, нуммай тăратмăп, тупса килĕп эпĕ. ЧП. Нуммай тăмăпăр, час кайăпăр. Юрк. Нуммай та тăмаст, калле çаврăнса тухат та: кĕтсе тăрăр, час тухĕ, тет. N. Нумай тăмастăп калах яратăп (письмо). О земл. Сӳрене пăртак тăрарах тепĕр хут тусан, эпир усă куратпăр. || Ждать, подождать, потерпеть. N. Тархасшăн пăртак тăр, чăт. N. Вăл ĕлĕкхи пекех, нимĕн те тăваймĕ тесе, тăрса пулмаст. ЧП. Çичĕ кун та ан тăр, килсе тăр. Альш. † Эрнен хушши ултă кун. Эрне ан тăр, тăванăм, пырах тăр. || Относиться к кому. N. Бюрократия тесе чиновниксене пурне те, вĕсем халăха мĕнле тăнине калаççĕ. || Считаться за кем. Капк. Хут çинче унăн хваттерĕ Сĕнтĕр-вăрринче учитĕлницăра пурнакан акăшĕ çийĕнче тăрать. || Иметь желание. О сохр. здор. Унăн ĕçлесси килмест, яланах выртасшăнах тăрать (при лихорадке). N. Нихăçан та ӳпкелешмеççĕ, çынна хирĕç усал сăмах калаçмаççĕ, никама та усал тăвасшăн тăмаççĕ. || Быть готовым. N. Парас пек тăр. Н. Седяк. Тилĕ çăхана тытрĕ, тет те, çиме тăрат, тет. || Побывать. ЧС. Эпĕ пиччесем патĕнче пăртак тăтăм-тăтăм та, ăйхă киле пуçларĕ. || Бывать, находиться. N. Çавăнпа ăсен укçисем темĕн чухлĕ çĕлесен те, алра тăмас, тет. О сохр. здор. Çĕр нӳрлĕ тăмасть (не бывает сырою, на горе). Ст. Ганьк. Çĕлен сăхсан, выльăх та, этем те шыçăнса каят, ун шыççи хытă тăрат. Ходар. Хурал пӳртĕнче хай кăнтăрла çын питех тăмаçть. || Оставаться целым, находиться в целости и сохранности. Пухтел. Çăнăх та тăмас. ЧС. Лаша умĕнчи çиме çаплах тăрат: пĕртте иксĕлмен. N. Хăйсем сывă-и, çӳреççĕ-и, выльăх-чĕрлĕхсем тĕрĕс-тĕкĕл тăраççĕ-и? || Принадлежать. Кан. Эсеккасси ялăн çĕрĕ çинче тăватă ял çинче тăракан халăх вăрманĕ пур. || Взлетать. || Следовать. N. Манăн сăмах çине тăр. || Восстать. N. Хирĕç тăр. || Жить, обитать, здравствовать. N. Вăл ман патра тăрать. Календ. 1904 Праçшкре те кӳрше кайса килетĕп те, вара кунĕпе килте тăратăп, тет. N. Нумаях та тăмăн, çуркунне пулĕ, унтан çу та çитĕ. Алешк.-Сапл. Сыва тăратна? тесе салам яр. Альш. Унтан тата: ят улăштармасан ача тăмас, тенĕ. Çавăнпа улăштарнă (прежние чуваши). Хăшĕ-хăшĕ ачи начар ӳссессĕн: ятне улăштарас, теççĕ. N. Епле шухăшпа тăратăр, мĕн шухăшлатăр, мĕн калаçаççĕ сирĕн ялта? тетĕп. Альш. Çăммисем: ĕлĕк пит аван тăраттăмăр, тет. Бес. чув. З. Сывă тăратăн-и, ачусем мĕнле пурăнаççĕ, выльăхусем мĕнле тăраççĕ, тесе ыйта пуçларĕ. Сборн. по мед. Ачасене туртса илтĕн пиртен, киле пымаççĕ, кунтах тăрасшăн. С. Айб. † Нумай пĕтет, сахал çитет, пĕрле тăнине мĕн çитет. N. Акă нумаях та тăмăпăр — салтак пулăпăр. Кан. Пĕр çынпа. Çавнашкал ĕçпе тăнăскерпе, лав çине ларса тухса вĕçтерет. N. Санран çыру илмесĕр пилĕк уйăх тăтăмăр. || Не переводится при „пек“ N. Тăвансем тăраççĕ йĕрес пек. N. Çăмăр çăвасшăн. Ун чухне çăмăр çăвас пекех тăратьчĕ (собирается дождь). || Употребляется в качестве вспомогат. глагола. N. Кайса тăратпăр, укçа çук. Мы ходили туда, но там (всё) нет денег. N. Эсĕ пирĕн пата кайкаласа тăр. N. Каймасăр-килмесĕр ан тăрăр. Захаживайте почаще. N. Пичче, ан çилен, эпир ярсах тăнă, çитмеç апла сан пата. N. Хĕветĕре эрнере пĕре курах тăрап. В. Олг. Халь çисе тăримест вăл, каймалла. ЧС. Кăнтăрлачченех киле кайса тăраймăпăр-ха, çак керемет çеремне кăшт та пулш сухалар. N. Вăл çапла каласа тăнă чухнех... СЧЧ. Ну, кусем чăнах та пăрахса тăраççĕ ĕнтĕ (совсем вот кажется готовы бросить языческие молитвы). Пĕри-пĕри чирлесенех, хай-ĕскерсем нуккă чӳк тума тапратаççĕ, чăтса кăна тăр. Трень-к. Вĕсем уя тухса тăратьчĕç те, пире кĕтетчĕç. N. Шăтăк алтса тăчĕ те, алтса çитерсен, хатĕрленĕ шăтăкне хăех кĕрсе ӳкрĕ. N. Аттеçĕм, аннеçĕм, хуран тулли аш çакса: пиçе тăтăр, терĕр пуль; хĕрĕре аякка парса: йĕре тăтăр, терĕр пулĕ. Юрк. Эпĕ килте ĕçлемесен те, кашни уйăхра эпĕ сире укçа ярса тăтăм. Истор. Ăна хирĕç янă çар чарса тăрайман, пĕр май чакса пынă. N. Ман короле çын ирĕкне тивес çук, юсах тăрсан, нихăçан та вилес çук. N. Камăн та пулса сасартăк сиен пулса тăрсан анчах хăй тума пулнă ĕçе тăваймасть. N. Ăна курасшăн çĕмĕрт йывăççи çине улăхса тăнă. N. Унччен те пулман, сут тавраш çитсе те тăнă. N. Çав вилнĕ çын ӳчĕ типсе хытса тăнă, ун пек кĕлеткене мумия теççĕ. N. Çак йĕрке тăрăх акă мĕн пулса тăнă. Юрк. Çав сăмаха илтсен, хай çыннăн вăтантарас вырăнне, ирĕксĕрех ăна мулпа пулăшас пулса тăнă. Ивановка. Шкулта эпир пынă çĕре урăх ачасем те нумай пухăнса тăнă. Сред. Юм. Нăмай шохăшласа тăрса полмас. Долго раздумывать нечего (нельзя). Изамб. Т. Салтака кайсан, килтен укçа ыйтас вырăнне, хăй ярса тăчĕ. Алших. И, Сĕве-тĕр, Сĕве-тĕр, Сĕве тăрăх хӳме-тĕр; аршăн-аршăн пĕвĕм-тĕр, ылттăн ука çӳçĕм-тĕр, кĕмĕл черкке куçăм-тăр, йăлтăраса тăрат-тăр; ай-хай чунçăм, вăйçăм, янăраса тăрат-тăр. Чăв. юм. 1919 ç. 11. Ука çӳç тыткаламалла та мар: хускаланса, ваткаланса çеç тăрать. Шăна чир. сар. 18. Çимелли япалисене пĕр маях витсе тăрать. Чураль-к. † Çинçе урама хыпар яртăм, хĕрсем тухса тăрмалла; хĕрсем тухнă, ачисем тухман, ачисем тухнă, эпир мар. Орау. Пĕр-пĕринпе тавлашса тăмастăр-и? Истор. Час-часах тата монахсем тăвас ĕçе вĕсене хушса тăриччен хăй тăва-тăва пăрахнă. N. Çынсемпе çапăçса алли-урисене амантса пăрахаççĕ. || Употребляется в чувашизмах. Букв. 1904. Савăннипе пĕртте туйман, хĕвел каçалана кайнă-тăнă. Ib. Инкек çине инкекех тата: çав вăхăтрах ун ури салтăннă-тăнă. Ib. Унтан хайхи вăрăм-туна эрешмен картине çакланать-тăрать. Альш. Пĕр-пĕр улпут тавраш виç-тăватă лашапа кӳме кӳлсе, хăнкăртаттарса иртсе каят-и, вăкăр кĕтĕвĕсем хăваласа каяççĕ-и, унта мĕн те пулсан курах-тăран: ахаль иртмес пĕртте вăхăт. Ib. Вăрманта çул такăр, тӳрем. Ниçта çырмана-мĕне анса-туса тăмалла мар пирти пек. Сред. Юм. Калах тăран-ха эс она, пăртак тăрсан каллах манса каять. Все ему сказываешь, а он немного погодя опять все забывает. N. Унăн тавлашасси, чĕлхепе çĕнтересси анчах киле тăрать. Собр. Хăни килех тăрат, кĕççи сарлах тăрат. (Пӳрт улăхтарни). N. Каç выртсатăма питĕ кансĕр: çанталăк сивĕ. Яжутк. Пирĕншĕн аттен ма макăрас, тăрас-кӳлес лаши пур. Скотолеч. 27. Тăнă çемĕн хытăрах кӳпĕнсе пырать.

тăра юл

остаться ни с чем. СТИК. Эпĕ ăна: мĕн ман хыççăн сĕтĕрĕнсе пыран, терĕм те, вăл тăра юлчĕ, мĕскĕн. (Выраж. жалость к тому, о ком говорит).

тăрантар

(-дар), кормить. N. Вĕсем вăл паранкăпа сыснасем тăрантараççĕ. Регули 19. Тăрантармасăр кайĕç-и? || Прокармливать, содержать. КС. Çемйине тăрантараймаçть. Не может содержать семью. N. Тăрантараймас çав вăл мана. N. Эпĕ атте-аннене ватăлса виличченех тăрантарса усрарăм. || Надоесть. Хĕн-хур. Якку, эсĕ мана тăрантартăн ĕнтĕ! Акă ĕнтĕ эрнене яхăн кунсерен эсĕ Ануша хĕрхенсе анчах калаçатăн. N. Вăл пире ытла та тăрантарчĕ ĕнтĕ.

тăрат

(ты̆рат, тŏрат), заставить, позволить встать. N. Эпир чӳрече çине тăрăпăр.— Эп сире тăратăп. ТХКА 40. Атте, кĕсрене тăратса ярас тесе, пынă та, кĕсре сывламас та, тет. Ib. 42. Эпĕр те çуркунне аттепе иксĕмĕр хăла тьыхана тăрата-тăрата кантарса, майпе çавăтса, Пичаваш катине леçсе ятăмăр. || ЧС. Пӳртре тăратмаст (не позволяет мне быть в избе). || Остановить. N. Лашăна тăрат. Останови лошадь. Кан. Тпрр-ру!.. Тăрат, атте, çакăнта. Тип-çырма. Тăратăр-ха! Стойте-ка (говорят едущим на лошадях). Ала 13°. Çавă пăрахот пырса тăратсассăн, çакă ватă хуçа пăрахот çине кĕнĕ. || Держать в бездействии. N. Мĕн пур пек вăйна, ăсна ахаль ан тăрат,— телей тупма урăх май çук. || Продержать, дать существовать, N. Унăн йăхне ĕмĕр-ĕмĕрех тăратăп. || Держать. N. Тирпейлĕ арăм пӳртре çӳп-çап тăратмаçт. О сохр. здор. Çĕр ăшĕнче çĕрекен япаласене пĕртте тăратас пулмасть. Ib. Пĕр-пĕр тумтире тулта тăратсан, вăл ытти япаласем пекех сивĕнсе каять. Скотолеч. 19. Тутăрне улăштарса çыхнă чухне суранне кăшт та уçă тăратма юрамасть. Якейк. Çăмартая вĕрекен шу шăнче пилĕк минут тăратсан, пиçет. Ib. Çип çамçа хотсан, каткара вуник сахатран ытла тăратма йорамаçть. Юрк. Пиçекен ашĕсем чукунта тăратса тăраканнисем, вутпа çунса, ĕнек тути калаççĕ. N. Вăрă-хураха, пысăк арчана йывăç çине çакса, виличчен тăратнă. || Поднимать. N. Хăпартнă чох перĕн орапа тӳнсе карĕ, ăна эпĕр тăратрăмăр та, киле карăмăр. Ст. Шаймурз. Путнине кăларма хушнă, тупнине тăратма хушнă. Ib. Çӳлелле тăратат. Поднимает к верху (ногайку). N. Хайхи тарçă хулхисене тăратса, пурне те илтесчĕ тесе, шухăшласа ларнă. Халапсем. Унăн урисем çӳлелле тăратса тăраççĕ (торчат). || Будить, поднимать с постели. Пшкрт. Якейк. † Хамăр ялăн хĕрсене айне тӳшек сармалла, çине тăлăп витмелле, ачашласа тăратмалла. Качал. Хĕр тăратать-тăратать Йăвана, тăратса та тăмастĕ (не просыпается). || Ставить, поставить. Орау. Мĕшĕн лашисене пурте кунта тăратнă. Трхбл. Тăрат лашана. Поставь Лошадь. ЧС. Çавăнпа эпĕ насвуса тăратнă тĕле, ăна курма тесе, кайрăм. N. Пĕр çынсене тепĕрисем çине хирĕç тăратса вăрçтарса çӳренĕ. N. Вĕсен йĕри-тавра тĕкме тăратса çавăрăннă. Якейк. Тăратса тусан, чĕмел лайăх типет. Чĕмел тума пуçланă чох тват-пилĕк кĕлте тĕкĕштерсе тăра(та)ççĕ те, онтан çавăрса каяççĕ. Ib. Вăл чола выртарса хоман, тăратса хонă. || Назначить, поставить. N. Паян урăх санитара тăратрĕç ман вырна. || Представлять. N. Вăл çав çулнех округа хут тăратнă, 50 ача таран вĕрентмешкĕн. Кан. Хăйсем тĕллĕн кайса çĕр йышăнса килнисем çак каланă хутсенчен кайранхи икĕ хута анчах тăратмалла. || Доставлять, поставлять. Кан. Байков хаçатсене вăхăтра тăратмасть. Кильд. Ку çамрăк хуçа хĕрин (у невесты) мĕн çуккине вăл хăй тăратма пулнăю Ала 8°. Сирĕн мĕн çуккине эпĕ хам тăратăп, анчах эсир мана хăвăр хĕрĕре парăр. Якейк. Эп школа вотă тăрататăп. Я доставляю в школу дрова. Ib. Вăл пире аш тăратать. Он доставляет нам мясо. Ib. Вăл çар валли лаша тăратать. Он для армии поставляет лошадей. Янтик. Çар валли лаша тăратать вăл (поставляет лошадей для армии). Юрк. Пирĕн хура-халăхăн: çын вырăнне çын тăратас, тенĕ сăмах пур. N. Лаша вилчĕ, питĕ ан колян, çотăкăй (= всетаки) он вырне тăратрăмăр. || Задерживать. N. Çак хота (= çырăва) илсен, ан тăратăр, часрах ярăр. N. Пиçмине сирĕнтен илсен, пĕр сахат та тăратмарăм, кала ятăм часрах. N. Вăрçă выйлă пулсан, пире те нăмаях тратмаççĕ. N. Пиçмона авла (= алла) илсен, пĕр кун та ан тăрат (не медли ответом). N. Çырува ан тăрат, как çитсенех яр. || Оставлять. N. Нимĕн те таратмаççĕ (все тащут, воруют). N. Пĕр япала та таратмаст. || Поместить. Ст. Чек. Çулăха вутă тăратнă (поместили в „çулăх“). Янгильд. Çул каякан çын карĕ; анчах Микита патне аслати çитрĕ те, калать: ма тăратрăн эсĕ вăл çынна? Вăл этем мар, вăл осал, вăл мантан вăтăр çол мăшкăласа çӳрерĕ. || Построить. N. Вĕсен пӳрт-çурчĕсене салтаксем тăратнă. || Erigere (mentulam). || Употребляется в качестве вспомог. глагола. Орау. Пĕр çынна çил çӳлелле çĕклесе капан урлă каçарса тăратрĕ, тет. N. Ултă çула вbççĕмĕш ятташне пĕр кăлармасăр тăратма хупса хурать (запирает свою дочь).

пĕр тăрук

сразу, одновременно. N. Эпĕ санăнне икĕ пиçмо илтĕм пĕр тăрукра (одновременно). НАК. Пĕр тăрук тухса каяс тесе.

тăрă

(ты̆ры̆, тŏрŏ), верхушка. Байгул. Чăрăш тăрри — йĕс тăрă. Панклеи. Качака ку путяккине карта тăрне çакать-хăварать. N. Хура вăрман тăррипе, хура пĕлĕт айпе. (Письмо). Цив. † Сăрлă-сăрлă кĕлешче, ут тăррипе сăр кайрĕ. Юрк. † Пĕчĕкçĕ лаша-кăвак лаша, тумхах тăрринчен пускалат. || Верховье. N. Уравăш çырми тăррине. || Головка (прыща, чирья). О сохр. здор. Шатрисен вара тăррисем путса анса шуралаççĕ. || Бутон. Якейк. † Уй варĕнче умуççи, тăрри çорăлать — уй толать. Юрк. † Тăрри çурăлаччен ларакан (т. е. шăма кĕпçи), вăрман хӳтти пулакан. Сорм-Вар. Хусантан тухать хура çул, икĕ айăккипе улмуççи, тăрри çурлать (чечеке ларать) — уй тулать. Ала 101. Пирĕнтен каяш йолашки ларччăр тăрри çорлаччен (о „пантьăк кĕпçи“). Кильд. † Хĕрсен арки тивмесен, чечек тăрри çурăлмĕ. Михайлова. † Мăн олăхри олăх кĕпçи (вар. тарăн-варти путран кĕпçи), лартăр тăрри сарăлса. Хамăрпа калаçнă ачисам порăнччăр-и вăхăт çитиччен. || Разница в стоимости более дорогого предмета. Календ. 1904. 50 тенкине вĕсемшĕн банк туленĕ, 5 тенкнне (тăррине) вĕсем хăйсем тӳленĕ. || Борозда (в загадке). Карм. Ани шурă, тăрри хура. (Кĕнеке, çыру). || Кисточка пояса. КС. Тарри янă пиçиххи, пояс с кисточкой. Яргуньк. † Пирĕн арăм пуласси шуп-шурă шупăрпа, хĕп-хĕрлĕ пыçипа, пыçи тăринче шарçи пур. Абыз. Ик йăлтарка, тăват кăчăрка, ик тăрă. || Острие, кончик. Собр. Çĕççĕн тăрри çурăк пулчĕ, йăттăн пуханĕ (?) çурăк пултăр. N. Уксак çын туя тăрринче çӳренĕ пек. Алик. Хĕр калать, тит: тăхăр качака вăç (вот?) килет, мăйри тăрри ылтăн, чĕрни тăрри кĕмĕл. Альш. † Ăçта каян, чĕкеç, васкаса, çунат тăррисене хытарса. Шишк. † Ăçта каян, чĕкеç, çомăр витĕр, ик çонач тăрине йĕпетсе? || Крыша. N. Асанне пӳрчĕ тăрринче çур çăкăр выртат. (Уйăх). N. Лупас тăррисе виттертĕм. М. Тупт. Тăрă е арман тăрри, верх мельницы. Альш. Ăна çавăрса илет те, урхалăхпа пăвса çыхса, ампар тăрринчен çакса хурат тет. Орау. Пӳрте туса пĕтеретпĕр, тăрă çавăрасси анчах юлч. || Баран. 75. Хапхисем тăррине çырусем çырса хунă. || В переносном смысле. Персирл. Тăрри шăтăкрах, тăррине вус посман (глуповатый). Янтик. Сан пăртак тăрри шăтăк пуль, ытла тем-те-пĕр авран. (Гов. в ироническом тоне про человека, который где-нибудь в гостях говорит пошлости или начинает проявлять свое сумасбродство). Ib. Тăрри шăтнă-çке сан! N. Тăрри шăтăк = ухмах. Слеп. Тăрри шăтăк, питĕрмен (дурак). || Употребл. в качестве послелогов: на, над. С. Тим. Арча тăррине ларăттăм. Якейк. Ылтăн йопа тăрăнче ăмăрт-кайăк ларатĕ. Орау. Темскер шутлать пĕлĕт тăрнче. Что-то считает на небе. ПВЧ 96. Хурăн тăрне хпарасси (трудно влезть), хпарассинчен анасси (но еще труднее слезть). N. Осал çырнă, тесе ан кала: ора тăрăнче çырап ал вĕççĕн. Микушк. Ăмăрт-кайăк унăн тăрринчен (над ним) вĕçсе пынă та, вăл мĕн каланисене илтнĕ. N. Эпĕ пуç тăрне кĕреçе тытнăччĕ, кĕреçе шăтман.

тăрăх

(ты̆ры̆х, тŏрŏх), длина (полотна). Янш.-Норв. Пилĕк тăрăх шур пирĕпе виçĕ тăрăх улача пур. КС. Тăрăх, цельная холстина (пир тăрăхĕ). Слеп. Пĕр тăрăх пир (20—25 аршăн и 10 аршăн). Янтик. † Тăрăх-тăрăх шурă пир, тăрăхĕ вăрăм пулинччĕ. Чăвашсем 22. Вăл вара вĕсенчен виçшер тенкĕ укçа, пĕрер тăрăх пир илнĕ, пĕр четвĕрт эрех ĕçнĕ, тет. Султангул. † Тăрăх-тăрăх улача, касса пĕтмĕ, терĕр-им? Пĕвĕ ӳссе çитĕ те, ăсĕ кĕрсе çитĕ те, ĕмĕрне каймĕ, терĕр-им? N. Ун пуçĕнчен шухăшсем кумса пĕтернĕ тăрăха тĕрлеме пуçларĕç. Хăшĕ-ха ун чăн илемлĕ тĕрри? Ал. цв. 12. Аслă хĕрĕсем хăйсен пурçăн тăрăхĕ çине ылттăн кĕмĕлпе тĕрлекен ĕçĕсене пăрахса, ашшĕне хирĕç чупса тухаççĕ. Сред. Юм. Пир кăнтарăм; пир, тăла тĕртсе кăларсан: пĕр тăрăх тĕртсе кăлартăм, теççĕ. || Мера ниток? || Звено. N. Вăл вăкăр хапхаран кĕреймен, ăна çичĕ тăрăх хӳме сӳтсе картишне кӳртнĕ, тет. (Такмак). Тайба Б. † Ултă тăрăх хăмана утса тухса пулмарĕ. || Плаха. Орау. Виçĕ тăрăх вутă исе килтĕм (три плахи). N. Нимене çич лав карăмăр. Тăрăхине пĕтерсе килтĕмĕр, çатрака юлчĕ. Собр. † Тăрăх-тăрăх вут сыппи, ялан ĕне ури айĕнче. Орау. Тăрăх, полено трехаршинное. Ib. Пĕр тăрăх вутă парса ярăр-ха мана кивçен. || Полоса. Толст. Унтан ункăран унка пĕр вершук çитейми тимĕр тăрăх илнĕ. || Местность. КС. ЧС. Пĕрре пирĕн тăрăхра выльăх мурĕ пулчĕ. Кан. Ункă тăрăхĕнче ун пек пуян урăх çук та. N. Хамăр тăр(ă)хсам çок. Нет людей из нашей местности. || Продольный. Ст. Чек. † Пруххăртейĕн хыçĕнче тăрăх хăма çураççĕ. Собр. Уйра тăрăх пăта тăсăлса выртат. (Йăран). N. Тарăх та выртрăм, Елекка, урлă та выртрăм, Елекка, юраймарăм, Елекка. (Старинное изречение). || Употребляется в качестве послелога. Орау. Манахсам тăрăх çӳрерĕм, вырăн çук. Паян кĕпĕрне хуçи патне кайса пăхмăр-ши? Вырăнсăр юлап вĕт. Халь Пашалу тута патне кайса килем-ха. Час килеп. N. Çак çын ĕнтĕ, юмăç каланине манас мар тесе, çул тăрăхах (по всей дороге): пĕр пăт тух-и, çур пăт тух-и, пĕр пăт тух-и, çур пăт тух-и, тесе таварăнать, тет. Ал. цв. 7. Çав пусма тăрăх вăл патша çуртне кĕрет. N. Вĕсенчен хăшĕ министр патĕнче, унăн канцелярийĕсенче ĕçлеççĕ, хăшĕ пĕтĕм патшалăх тăрăх ĕçлеççĕ. Мошков. † Ула кушак, шур кушак ширшанта (шаршан та?) тăрăх (scr. торэх) кускалать; ача чнпер (çавă пур та), хĕрсен тăрăх кускалать. Регули 173. Вăл каланă тăрăх эп турăм. Ib. 1308. Порне тарăх волать. Япала тăрăх шотласа парăп. Ib. 1085. Вăл мана хĕнерĕ, эп çавăн тăрăх (çавăнпа) çилентĕм. Хăр. Паль. З2. Мăя тăрăх çăмăр шывĕ кайрĕ. Урмаево. Карчăкăн ывăлĕ сахат тăрăх мар, минут тăрăх çитĕнет, тет (рос). Туй. Хĕрĕ унта мар, хĕр туйĕ вăл вăхăтра çӳрет хурăнташсем тăрăх. Батыр. Ашшĕ тăрăх ывăлĕсем. По отцу и сыновья. (Послов.). Чăв. й. пур. 5°. Кĕнеке тăрăх хисеп турĕç (счет, вычисление). Сенг. Манран (надо мною) киле кайнă чух çул тăрăхах кулса пычĕç. Кан. Апат кĕренкке тăрăх пĕрле çитереççĕ. Ib. Ăна халăх яуррИсем тăрăх çырнă. N. Чăваш ялĕсем тăрăх çӳреме тухса кайнă. Регули 172. Вăл панă тăрăх эп те патăм. Ib. 1307. Çол тăрăх йăвăçсем тăраççĕ. Ял тăрăх çӳрет. О сохр. здор. Вăл ĕç телей тăрăх пулать. Это зависит от счастья. Вишн. 59. Апата нумай çиесси вăл вĕреннĕ тăрăх килет. N. Ĕçленĕ тăрăх (или: тунă ĕç тăрăх), сдельно. О сохр. здор. Вăл çул тăрăх, е уйăх тăрăх килет (здоровье). КС. Арăм тăрăх, из-за жены. Ib. Çав ятлаçу сан тăрăх туххăрĕ (из-за тебя). N. Эпĕ инспектор патне çырса ятăм жалованье яман тăрăхран. Чăв. й. пур. 21°. Çав Ивана, хăй пит вĕçкĕн тăрăх, çынсем хăне те мăшкăллакаланă. Шурăм-п. Юрлакан хăй савнă тăрăх — кирек хăш кĕввине те юрлама пултарать. Регули 1070. Олпут ачишĕн (ачи тăрăх) анчах конта порнатăп. Ib. 117. Эп онпа поплесе пол тытаç тăрăх. Ib. 54. Эп онпа поплесе тыр сотмалли тăрăх. N. Эсир каçет тăрăх илтнĕ пуль. О сохр. здор. Çавăнпа палакансем, камитсем курма, юрăсем, ташăсем, килти вак-тĕвек ĕçсем çынсене пит усăлă, мĕшĕн тесен кирек кам та, ĕçлекен çын, ун тăрăх канать. N. Çав тăрăх ăна вăл малтанах пĕлтернĕ паллă вырăнне хунă. N. 1903-мĕш çулта, Кирилловка хулинче выставка пулнă чух, эпĕ унта хам пĕлекен тĕрлĕ ремесла тăрăх тунă япаласене ятăм. N. Пирĕн йомахласси те пиçмо тăрăх анчах. ТХКА 98. Кĕлеткем пĕчиккĕ пулсан та, кĕлеткем тăрăх пăхтартăм. НИП. Пăрлă шыв пуç тăрăх яратчĕ. N. † Ăмăрт-кайăк вĕçет шыв тăрăх, çамрăк ĕмĕр иртет кун тăрăх. Чураль-к. Урпа ани урлă, сĕлĕ ани тăрăх. (Хура пӳрт маччи). N. Урама тăрăх. ЙФН. Атти ани çула тăрăх. ЧП. Пирĕн ани çула тăрăх. N. † Ту-ту тăрăх тупăлха, турта тума юрĕ-ши? Шыва тăрăх хурама, пĕкĕ авма юрĕ-ши? Нюш-к. Вăрмана тăрăх чукун çулĕ иртсе каять. || Б. Яныши. Йăтти ачашланса тăрăх сикет, тет. Сред. Юм. Йытă паллакан çынна корсан тăрăх чĕвенет (встает на задние лапы, передними упирается на человека). N. Унтан тăрăхах йĕтĕн çине пир хураççĕ (в гроб). ТХКА 92. Хура йытă пулсан, мана хирĕç сиксе тухатьчĕ вăл йăпăлтатса, хӳрине вылятса, хам тăрăх сикетчĕ. Сред. Юм. Пĕр пĕчик йытăпа аптăранă эпĕ паян, пĕр май хам тăрăх сикет.

тăрăшу

старание, прилежание. N. Эпĕ ырă тăрăшупа тăрăшрăм. ТХКА. Çапла ĕнтĕ вăл, чăнах та, кăшман лартса тухăçлă тума, паранкă лартса ăнăçлă тума, тăрăшу, хастар, ăслăлăх кирлĕ çав.

тăркачă

то же, что тăркач. N. Эпĕ сирĕн пата çӳре-тăркачах эсĕр мана курайманнине сисмен. Переп. Кала-тăркачах çапла турĕ. Все время твердили, однако сделал так (по-своему). Ib. Çие-тăркачах начарланса карĕ. Постоянно ел, но все равно исхудал. Сред. Юм. Кора-тăркачах вăрлаттарса ятăн-а? На глазах-то ты и позволил украсть? Ib. Ман паян çывра-тăркачă куç-пуç шыçса кайнă. Ib. Куйлана-тăркачă чысти типсе хăрса кайнă. Ib. Карчăкпа старик кĕтеç-кĕтеç, тет, ачисĕне, çок, пĕри те тавăрăнмаççĕ, тет, куйлана-тăркачă чысти ватăлса, чух утакан полчĕç, тет. Баран. 176. Эпир те çаплах: грек тĕнне пĕле-тăркачă урăх тĕне йышăнас шухăш тытмастпăр, тенĕ. Ib. 73. Салтаксем çав тĕрлĕ асап кура-тăркачă, крепоç пуçлăхе парăнман.

тăрс

подр. удару о землю или о пол. См. тăрăс. Чув. пр. о пог. 268. Лаша тăнă чухне кайри урипе тăрсI тăрс! тутарса тапса тăрсан... Когда лошадь, стоя, бьет задней копытой... || Подр. твердому шаганью. ТХКА 6З. Ман карчăк тăрс! тăрс! утса çӳре пуçласанах, халь те чĕтрене ереп вара эпĕ.

тăта

(ты̆да), то же, что тата. N. Пирĕн пулмасăр, тăта камăн укçа ĕнтĕ ку? Орау. Ахаль те тăта çилĕ те хирĕçле пулчĕ те, кайма сивĕ пулчĕ. М. Шигаево. Эпĕ аккана питĕ йорататăп, аттене-аннене тăта питĕ йорататăп. Шинар-п. Эпĕ кайран каларăм; вĕсем ма каяççĕ тăта? терĕм. Шурăм-п. Эй! чуп тăта, „мĕскер чупмаçтăн“, ну!.. чăпăрккапа шарт тутарать.

тăтăш

(тŏдŏш), часто, постоянно, все время, нередко Сĕт-к. Пирн пата вăл тăтăш (тăтăшах) çӳрет. ЧП. Тăтăш килет (час-час). Сред. Юм. Тăтăш пĕр япала çинче çиç епле чакаланса ларас килет поль. Юрк. Пĕр тăтăш, всегда. Кан. Килтисене ан ман вара, ачам; тăтăшах çыркала. Артюшк. Вăл пирĕн пата тăтăшах килет. ПВЧ. 105. Ай-хай, пĕр аппаçăм, пĕр йыснаçăм! тăтăш килет, тесе ан калăр. N. Этем мĕн курасси, мĕн пуласси çинчен тăтăшах шухăшласа тăрать. N. Ун чухне тăтăшах çынсем пуçтарăнаççĕ. N. Сана çыру яма май пулсан, тăтăшрах яр. N. Çавра-çил тăтăшах (яланах, час-часах) тухсан, çăмăр пулать. Истор. Чи аслă кĕлетки Перун ятлă пулнă, çав кĕлеткене вĕсем тăтăшах парне панă. Ib. Тата вăл енче тăтăшах ют халăхсем пыра-пыра аптăратнă. О земл. Кĕркунне çанталăк куллен сивĕрен сивве каять, тăтăшах çăмăр çăвать. N. Тăтăш-тăтăш юхаççĕ. Календ. Пĕр анана тăват-пилĕк çул тăтăшах пĕр тĕслĕ тырă акса тăрсан çĕр ывăнать. || Сплошь. Изамб. Т. Эпĕ ак кунта тăтăшах хӳмме тытас, тет. || Сплошной ряд. Альш. Чирку (не „ӳ“) кассипе пĕр тăтăш (под одно), тата çӳлелле Арманкасси теççĕ. || Длина, протяжение. Альш. Вăта кассăн тăтăшĕ, тата тепĕр яла тăрăх урам урлă каçсассăн, Чăнлă тывĕ хĕррине тухать. || Сплошной. НИП. Тăтăш эрне, сплошная неделя. || Обложной дождь. К.-Кушки. Çăмăр тăтăша кайрĕ (об обложном дожде).

ха

(ха), частица, соответствующая русскому: разве, неужели. Абаш. Миколай, эс киле пымăн-им-ха? (Так сказал дед внуку, который не жал хлеба). СТИК. Сана тивей-мен-им-ха? Тебе не попало разве еще? Ib. Эп унтан хăраппи-ха! Вот еше, я разве боюсь его! N. Рăтиван хăта вилни-ха эппин? Ала б. Иван Суволов шухăшлать, тет, ăшĕнче: Эп-и-ха ку? (неужели это я?) — тесе. || Может быть, возможно. Изамб. Т. Хăйĕн асапĕ пĕтрĕ, арăмне шел.— Шел те, мĕн тăвас тен? Качча кайĕ-ха. N. Кунта илсе парĕç-и-ха, пит васкаса ан ил. || Вероятно. Букв. Вăл лашине тăратнă та, кунта мĕн те пулин пур-тăр-ха тесе, пăхма пынă. Чаду-к. Пĕрре тилĕ çын пулчĕ, тет те, калать: Тилĕ тус пур-и, кума пулма пырать-ши? Упи каланă: Пырать пулĕ-ха, тултаччĕ. || Наверное. N. Вăл килсен çитерет те-ха мана, килмен, мур. Если придет, то накормит. || Еще. N. Кăна тунипех сахал-ха. N. Ăçтан тупăн-ха хаçатне, ăна илме киоск та çук-ха. N. Халĕ те килмен-и-ха вĕсем? ЧС. Киле кĕтĕм те, мана анне: Тата мĕншен йĕретĕн-ха? терĕ. Тим. † Ӳссе кăна ӳссе çитĕнетĕр, пур-и-ха кассăрта тусăрсем? ЧС. Ăçта кайрăн-ха? СТИК. Пĕр-пĕр ют çын авăн çапакан çемье çапнă çĕре пырат та: Кăсем авăн çапаççĕ иккен-ха,— тет. N. Эпĕ çак чашкăсене çăвап-ха, эс кăшт кĕтсе тăр, унтан вара кайăпăр. Оп. ис. ч. II. Эпĕ тухаймарăм-ха. Я еще не удосужилась выйти. || Вот. СТИК. Авăн çапма тытăнтăмăр-ха. Ib. Вăрмана кайса килтĕм-ха. В лес сходил вот. (Говорит, положим, человек, только что возвратившийся из десу, постороннему человеку; говорит слегка). || Вот именно. Микушк. Татах тухса ларнă пухăва, çапла ларакан-ха вăл. || Ну что... Яжутк. Мучĕшĕ каларĕ, тет, турăн-и-ха? тесе каларĕ, тет. || Выражает сомнение. Альш. Эй, кукша, санран пулас-ха патша хĕрне илме. Ib. Пĕри калать, тет: Эй, эсĕ илме-ха ăна. || Соответствует русской частице ка. N. Кĕнекине ывăт-ха ман патма. Кинь-ка книгу ко мне. В. С. Разум. КЧП. Ан тат-ха çырлине, кĕт пиçерех патăр. Н. Байгул. Çи-ха, çи. Ст. Чек. Курам-ха, курам-халь. Ib. Ту-ха, ĕçле-ха; сывă пулăр-ха. Орау. Ыран виç сахатра килеп, эсĕр килте пулăр-ха, кирлĕ. Оп. ис. ч. II. Ан перĕр-ха, чарăнăр. Погодите-ка стрелять, перестаньте. Ib. Çимелли кӳрĕр-ха! Дайте-ка мне поесть! Ib. Анне, шыв пар-ха! Мама, дай-ка водицы! || Служит для смягчения приказания. Оп. ис. ч. II. Мейĕр, çийĕр Иван татăкне, вăл кĕтесре йăлăнтарса лартăр-ха! — терĕ. „Нате, ешьте Иванов кусок,— сказал он,— пусть он сидит в углу и капризничает“. Ib. Пит ывăннă пулĕ вăл; ан тив кантăр, вара хăех уçăлĕ-ха. Он, чай, устал; пусть отдохнет, тогда сам и приободрится. Ib. Атя, килех, ирт кунталла, калаçса ларапăр-ха. Иди, проходи сюда; поговорим. || Соответствует русской частице же. С. Айб. Халь те пулсан манăн çав лаша-ха. Бес. чув. З0. Мĕнле-ха вăл апла? Как же это так? || В качестве вопросительной частицы. Чем люди живы. Хăшĕ-ха сирĕн атă ăсти? — Эпĕ те-ха. Бес. чув. Сан ывăлу кампа пасара кайнăччĕ-ха? Ал. цв. 12. Эпĕ вĕсене ури-аллисене çыхса ирĕксĕр яраймăп. Тата епле, мĕнле çулпа çитмелле-ха кунта? Эпĕ çитиччен икĕ çул шăпах иртрĕ, мĕнле çулпа килнине пĕртте пĕлместĕп, тенĕ. О сохр. здор. Мĕнле сарăлать-ха çак чир? Вăл ак мĕнле сарăлать. || Соответствует русской частице ли. N. Тăванăм, эсĕ кăçал киле тавăрнайни-ха? Сенчук. † Пилĕкĕрте пурçын пиçихи, ялăрта сутакан пур-и-ха? N. Эс вăрантăн-и-ха ? Меня занимает, встал ли ты? || В качестве вставного замечания. Альш. Пирĕн ăвăслăх теççĕ-ха. БАБ. Учуке-ха ăна хирти тырă-пулăшăнах тăваççĕ, çавăнпа ăна ялта тумаççĕ, пĕр-пĕр уллах çĕрте, хирте, тăваççĕ. Альш. Малтанхи кунех хĕрсем хваттире кĕрпесем, çусем, тăвар илсе пыраççĕ-ха. Нюш-к. Вара çавăнтах куç курми пулчĕ (потерял зрение), тет. Ку мана юрамас-çке, ку ырă укçа мар-ха, тесе, хуранне хыпаласа тупса, талĕрсене каялла ятăм, тет. N. Кĕçĕр эпĕр час çывăрмăпăр-ха (т. е. займемся каким-нибудь нужным делом). N. Аçу ăçта? тесен, эпĕ: вăрмана кайнă-ха (ожидается его возвращение) вăл, теттĕм. Чем люди живы. Ăçтисем пулатăн-ха эсĕ? Могонин. А! вот сана, ман анана сухаланăшăн вăл мĕле асаплантарать-ха, терĕ. Орау. Пăркун каларăм вĕт-ха. Оп. ис. ч. II. Лашасем шывшăн пулĕ-ха. Лошади, небось, хотят пить (воды). СТИК. Вăл ик аллипе сăхсăхса илчĕ пуль-ха! Не токмо что, наверное, еще обеими руками перекрестился! Ib. Çавăнта кайса килес пуль-ха. (Говорит, готовясь уже итти, куда хочет). N. Вĕсем калаççĕ: Сирĕн Йевкен вăйăра пулĕ-ха, вăл çавăнтан килеймерĕ пулĕ-ха,— теççĕ.

хай

упомянутый; тот, о ком (о чем) уже говорилось. А.-п. й. 56. Кайсан-кайсан хай йăва сĕм вăрмана çитсе кĕчĕ. КАЯ. Виççĕмĕш кунче атте хай хĕре, пĕр пар лаша кӳлсе, леçме кайрĕ. Ст. Чек. Хай, хайхи, самый, тот самый. N. Хай пирĕн стрилук пычĕ те, пăшал аврипе çывракан çынсене чыша пуçларĕ. Бес. чув. 23. Акă ĕнтĕ сана хай таса вĕрентни, таса сăмах. N. Хай каç пулсан, эпир çăкăрпа картахви хатĕрлерĕмĕр те, вăлтасем илсе Сĕве хĕррине утрăмăр. ЧС. Тытма юрасан хай кашкăр çурисене тытса пынăшăн укçа параççĕ, теççĕ; çавăн пек пире те укçа памĕ-и мушть, теççĕ. N. Эпĕ, хай, ĕмĕрте упа курманскер, çывăхне те пыма хăраса тăратăп.

хай каларĕш

как говорится. Юрк. Мускавра пурăннă чухне пур япаласене те кăтартса çӳренĕшĕн сана темĕн тĕрлĕ тавтапуç, хай каларĕш, ахаль пулсан аташса кайса эпĕ вăл хуларан тухас та çукчĕ.

хайхи

(хаjҕи), тот, о котором говорилось, то, что уже известно, упомянутый, известный. Хăр. Паль. 1З. Пальля тĕлĕнсе ларнă, хайхи чăтаймасăр: Асатте, мĕн вăл санăн хайлатать? — тесе ыйтнă. Оп. ис. ч. II. Хĕреслĕ урамра пĕр арăм куртăм та, акай пуль тесе чарăнтăм. Акай тиекен хайхи Якку арăмĕ пулчĕ кайрĕ. Я увидеда на перекрестке женщину и остановилась, думая, что это золовка. Оказалось, что та, которую я сочла за золовку,— жена Якова. Етрух. Хайхи çын чипер çӳренĕ çĕртренех чирлесе ӳкет. А.-п. й. 10. Ăçта каятăр, мулкач тус? — ыйтать хайхи тилĕ. Ib. 26. Хайхи кашкăр тухать тарать, тет, пӳртрен. Изамб. Т. Хайхи! тесе кăçкăрса ячĕ Урттемей. (Ул унччен малтан темиçе çынна курăннă). Толст. Çавăнтах вĕсем каялла хăшăлтатса чупса та кĕчĕç: хайхи! хайхи! (он, он, т. е. Пугачев), теççĕ хăйсем. Сред. Юм. Эс хайхине асту вара. Ты припомни то, о чем ты знаешь (что-нибудь секретное). Ib. Анне, хайхине пар-ха. Мама, дай-ка мне того (известное). СТИК. Кус-ха, хайхи патне чупса кайса кил. Поди-ка, сходи к нему (к известному говорящим человеку). М. Карач. Хайхине чăнах та тăхăр çула çитсессĕн, мана атте хут вĕренме пачĕ. Регули 931. Хайхи чохне эпĕр мĕн кортăмăр, каласа кăтарт-ха. Альш. Елшелсем юратрĕç хайхи мана. Полюбили это меня альшеевцы. ЧС. Эпĕ нимĕн калама пĕлместĕп, выртнăçемĕн йăвăрланатăп, хайхи эпĕ вырăн çинчен тăрайми пултăм. N. Акă хайхи кулăш çын. М. Шигач. Вĕсем вара кашкăра корнă та, кăçкăрма поçланă, кашкăр хайхи сикме поçланă. Ib. Вĕренсен-вĕренсен, манăн хайхи вĕренес килми полчĕ. N. Ак хайхи килчĕç, эпĕ пĕр чĕнмесĕр выртатăп. Изамб. Т. Ку арăмне хайхи Микуç пĕрре те пулăшмасть. Альш. Пĕр-пĕрин калаçнине, пĕр-пĕрин тумне вĕренетпĕр хайхи пурăна-киле. || Употребляется для замены нецензурных слов, а также для замены всем известных предметов, о которых речь была впереди. СТИК. Регули 712. Хайхи япалана кăтарт-ха. Ib. 932. Хайхине кăтарт-ха. СТИК. Хайхин патне (к тому, известному говорящим, человеку) станавуйсем килнĕ, тет. Альш. Инçех те мар уччилнирен пушар.— Пĕтрĕмĕр, çунатпăр хайхи, тетĕп эпĕ. N. Ак хайхи! СТИК. Унта-кунта пытăмăр, çавăнта карăмăр... Хайхи каç та пулса карĕ. Ачач 104. И-и, пĕлтĕм хайхи: страшниксем тытасран урăхла тумланнă пулмалла. ТХКА 51. Киле епле таврăнмаллине те пĕлместпĕр хайхи. Лашасем те çук; хамăр та çĕрле, тĕттĕм çĕрте, сĕм вăрманта аташнă, çӳретпĕр, ниçта туха пĕлместпĕр. || Каков, а! КС.

хавша

(хавжа), рассыхаться. ЧП. Шăлтăр-шăлтăр урапа, шăл хушшисем хавшанă. Н. Карм. Пичĕке хĕвелте выртсан хавшаса каять (рассыхается). Сред. Юм. Катка хавшанă. N. Пӳрт тăрринчи хăмасем пурте хавшанă, пăтисем сике-сике тухнă. N. Хавша, сохнуть, сделаться пористым, щелистым: катка хавшать, кăшман ватăлсан хавшать. || Стать Дряблым. Зап. ВНО. Хавшать, дряблит. Ib. Эсĕ хавшаса кайнă мар-и? || Изнуряться. КС. Лаша пит час хавшать. || Расхлябнуть. || Стираться (о зубах). СПВВ. Шăл хавшарĕ; чĕре хавшарĕ. Изамб. Т. † Урхамахсем урпа çиеççĕ, çисен те шăлĕсем хавшамĕç. С. Айб. † Урхамахсем урпа çиеççĕ, шăлĕсем хавшасса пĕлмеççĕ. || Тревожиться, беспокоиться. Баран. ЧА. Сысни калать: Типтĕр, хăртăр, вăл хăрнăшăн эпĕ хавшасах ӳкес çук. Ib. Эб. Чăматан тĕпсĕр вырăна ӳкесрен те пулин кăшт хавшаса пăх. Н. КарМ. † Пире тăшман пит çиет, çисессĕн те чĕремĕр хавшамаст.

хак

цена, стоимость, ценность. Начерт. 180. Хак, цена. N. Кулак тырă кивçен парсассăн та, икĕ хака хурса панă. N. Сĕлĕ мĕн хакра çӳрет? N. Тырă хакĕ мĕн хаке (!) çӳретĕ? Завражн. Çавна тусан тин вара пор тавар та, пор çĕрте те тин пĕр хак полĕ. N. Вăл мана çĕр тенкĕ хакне пулчĕ. N. Вĕсен мĕн пур япаласем икшер хак. N. Ăсем хунинчен виç рас ытла хак парса илтĕм. N. Çăмарта мĕн хакпа илеççĕ? N. Тырă хакĕ хаклă мар. Кан. Хаксем çакăн пек тăчĕç. N. Çав тĕрлĕ тарпа тупнă япалаçене çур хакпах тенĕ пек салататăр. Б. Олг. Эп пыртăм пăрçа çăнăх патне, хакĕ пĕр хаках пăрçа çăнăхпа яшкалăх çăнăх. || Б. Олг. Что ыраш çăнăх паян мĕн хак туат-ха? — Тен, илтмен эп, пĕлместĕп-ха эп, çăнăх орамне эп çарăнман-ха. Юрк. Кăсем те хăйсенĕн хакĕсене каласа параççĕ, килĕшеççĕ мĕн тăваççĕ. N. Шанчăклă тусăн хакĕ çук. N. Кун пек лаша пирĕн алла кĕрейĕ-ши çак хака? Чăв. й. пур. 12. Арманĕ хакĕ ултçĕр тенкĕ пулнă. Альш. Епле пулсан та çур хакалла мĕне килет, тет. N. Хакне хак парса. N. Хакне хума çук, пит паха чул. Изамб. Т. Хакне ӳстер, прибавь цену. Капк. Хайхисем хак татаççĕ (определяют цену) те, тухаççĕ Шупашкара кайма. Якейк. Телянккă илнĕ чох пилĕкçĕр тенке çитиччен хак хăпартса карĕç. Ib. Эпĕр хак хăпартса илтĕмĕр. Мы дали дороже и оставили за собой. Сред. Юм. Хак тунă. Цену положили (определенную). || Должная цена. Аттик. Хакне хак тени — хаклă тăк хаклă тени пулать. СЧЧ. Тата пĕр çыннăн ĕнине хакне хак парса сутăн илеççĕ те, пусмашткăн (?) чӳклеме аста пĕлекен çынна параççĕ. (Çăмăр учукĕ). N. Хакне кайĕ. Альш. Хак килĕш, уславливаться о цене. КС. Нимпа та хакне çитермеççĕ (не дают должной цены). N. Пичу хак турĕ (сказал цену), а эсир тата хак тăватăр. N. Çурма хакпа сутас, ик-виç хак парса илес (за тройную цену). С. Тим. † Хĕр пултăр та, пур пултăр, пурçын кĕпи тăхăнтăр. Пурçын кĕпи укçа хак, пирĕн вăйă тĕнче хак. N. Укçа хакне тăракан. N. Хăй хакĕпе, по себестоимости. N. Вăл пиçиххи унăн икĕ ылтăн хакне тăнă (стоил). Капк. Ун чухне тăвар пăчĕ çирĕм пăт ыраш хакне çитрĕ вĕт. Шел. II. 56. Пĕтĕм хули хакне ӳкнĕ. N. Вĕсене асаплантарнисем çинчен пĕтĕмпех çырсан, хут та çитес çук. Ылтăн витнĕ çурт хакнех çитсе ларĕ. Арзад 1908, 52. Хак кăлар, наверстывать стоимость. Баран. 42. Вара тин (только тогда) асапланса улăхнийĕн (подьёма на гору) хакĕ тухнине сисĕр. N. Атя ĕнтĕ, илсе кай пире. Тăрăшнă хакне тавăрăпăр. К.-Кушки. Эпĕ вăл сурăха чăхă хакĕпе илтĕм. Я купил ту овцу по цене курицы. || Не переводится. Изамб. Т. Ку çыхă пушăт мĕн хак тăрат? Что стоит эта связка лыка? Яргуньк. Мĕн хак пĕр улми? Баран. 160. Çак сурăхсен çăмĕ çеп-çемçе, тем тĕрлĕ хака çӳрет. N. Мĕн хака сотрăн? Хурамал. Какай мĕн хак? Почем мясо? ЧП. Аршăнĕ мĕн хак? — терĕм. Ib. Пĕр чуп тăвасси тĕнче хак. Якейк. Эсĕ мĕн хакпа илесшĕн? Ты сколько хочешь дать? Пазух. † Хăмачă мĕн хак? терĕм те,— сакăрвуннă, теейрĕ. Орау. Юсанă хакне тăмаст. Не стоит починки. N. Çирĕм пакша хакне (тĕшне) тăрать. Стоит 20 белок. || Плата. Изамб. Т. Ик хак тӳлесе (двойную плату). Рак. Илĕр, хĕрсем, панулми, хакне хамăр тулĕпĕр. Бес. чув. 6. Лашине вăл пысăк хак парса илмен пулсан та, ун телейне лайăх лаша пулнă. || Плата за работу. Б. Олг. Каран хуа арлат, арласа çитеримест, çынна парат арлама; кĕренкки арлама вонçичĕ пус, хакне тӳлет ĕçленĕшĕн. N. Вырма мĕн хак? Юрк. Улпут мана Пăва уесне ярат, хакне З60 тенкĕ çулталăкне турĕ. || Прибыль. Баран. 24. Пĕр çын пĕкĕсем авса, вĕсене хака сутса пурăннă. || Престиж, авторитет. N. Çапла вара хăй хакне çын умĕнче те çухатать. N. Вĕсене пурне те килнĕ вилĕм хакран кăларчĕ. N. Тарăс-тарăс Татьене, укçа парсан Укçине; упăтенĕн йĕмĕ çук, ташлаканăн ăсĕ çук! Халăх çинчи хак! Сунчел. Халăк çинче хак! (Кулаççĕ). || Дорогой, ценный. ЙФН. † Хусан лаши — хак лаши, хак лашаран хăрамарăм, вăрă-хурахран хăрарăм.

хаклă

(хаклы̆), дорогой, драгоценный, ценный. N. Хаклă йышши чулсем: алмаз, яхонт, рубин, изумруд. НР. † Мăн çул урлă ку енче нимрен хаклă савни пур. За большой дорогой, на этой стороне (Волги) живет милый, который мне дороже всех || Дорого. N. Ытла хаклă ыйтатăн. Менча Ч. Илес япалăна йӳне илме парăсăнччĕ, тет; сутас япалăна хакла сутма парăсăнччĕ, тет. (Из моленья). Орау. Эпĕ санран хаклăраха (не так резко, как хакла) сутрăм (но: çук, вăл санран хакла сутрĕ). N. Çĕр сахал пулсассăн та, пурăнăç хакла юлсассăн та, сирĕн пурăнăç ăнса пырĕ. N. Çĕр ĕçпе пурăнакан çын тенĕ ята пит хакла хунă. Ал. цв. Хăйĕн таварĕсене вăл виç хут хакла сутса пырать, ют таварсене виçĕ хут йӳне илсе пырать. Сборн. по мед. Çавсемшĕн пуриншĕн те укçа нумай каять, çавăнпа ача пăхакан хăш-хăш пысăк çурт пит хакла ларать. Мижули. Какой сан патна пыма, хамăрăн ĕç халь конне хакла ларать, тенĕ. Ib. Манăн халь сансăр пуçне те ĕç нăмай, кунне хакла ларать, тенĕ. N. Хакла сут, дорого продать. N. Çавăнпа та хресченсене ку çĕршĕн тӳлес парăм ытла хакла çитнĕ. N. Ку сӳсмене хаклă патăн-и? — Хакне-мĕнне пĕлмерĕм, аллă пус патăм. N. Эсĕ маншăн нимрен те хаклă тăран. N. Кунта япала (товар) пит хаклă. N. Вăрçă панче пур япала та хаклă. || Жалко. Синерь. Сире маншăн çав арча та хаклă (жалко вам).

халсăр

слабый, бессильный. СПВВ. N. Халсăр — вăйсăр тени пулат. N. Пĕр эпĕ анчах, халсăрскер, чирлетĕп. ||Больной, нездоровый. Регули 275. Вăл халсăртан (сывмартан) килмерĕ. Могонин. Мана халсăртан чĕрт.

халаллă ту

благословлять. N. Эпĕ, санăн аçу, сана халаллă туса, питĕ пысăк салам яратăп.

халĕ

(хал’э̆), теперь, сейчас, нынче, в настоящее время. См. халех. Орау. Халĕ ăрамра типĕ. Сейчас на улицах сухо. Сунч. Хĕвелпе пиçнĕ чие пек, халĕ татса çиес çырла пек (девушка). Вишн. Халĕ мĕн калани чăнах. || Вот-вот. N. Халĕ килсе ӳкет, тесе ларатпăр. N. Вара халĕ пĕр виçĕ кон полчĕ ояр кон. СТИК. Ку капан халĕ-вара ишĕлсе анас пек ларат (вот-вот развалится). Ib. Халĕ килĕ, вара килĕ тесе кĕтсе ларап, çук. || Употребляется в качестве вставного замечания. См. ха. Оп. ис. ч. II. Ачасем çăкăршăн пулĕ халĕ. Дети, небось, хотят хлеба. Тайба. Кĕрепенки мĕн хак-ши, пур-тăр халĕ аллă пус (возможно стоит копеек пятьдесят). Чăв.-к. Çаврăнат пăхат сар ача, мана килет тиейсе, пымăп халĕ эпĕ сана (не пойду я за тебя замуж). N. † Леш аяккинче ешĕл курăк, курăп халĕ утăра (вашу лошадь) янине. Тим. Хура вăрмансенче юр тарăн, иштерĕпĕр халĕ утпалан. Тăван, эпир кунтан уйăрăлсан, хыпар пĕлĕпĕр халĕ хутпалан. Пазух. † Савнă туссем кайса, ай, пĕтеççĕ, ӳсекенсем тата пур халĕ. N. Кашкăр хăй тирне шелле пуçлать, анчах тарĕччĕ, хӳри вакăра (в проруби) шăнса кайнă та халĕ, тытса тăрать. Юрк. Нумай пулат-и халĕ, эпĕ сирĕн патра çĕр тенкĕ ятăм? Янтик. Пиреех те çырнă çын ачи лартăр халĕ çул çитиччен. || Соответствует русской частице ка. См. ха. Оп. ис. ч. II. Кус, кайса пăх-халĕ. Ступай-ка, посмотри. Юрк. Атте, пăх-халĕ, чыкан епле ташла пуçларĕ. Ib. Лашасене кӳл-халĕ. Ib. Кала-халĕ.

халĕ те пулин

еще до сего времени. N. Эпĕ хадĕ те пулин авланман. Я еще до сих пор не женат.

халлап

(халлап), сказка. См. халап. К.-Кушки. Изамб. Т. Хурамал. Халлап хапха тăрăнче, эпĕ урхамах çинче, вăл та пулсан юрĕ-ха. (Конец сказки). Альш. Пĕтрĕ. Халлап хапха тăринче, эпĕ урхамах тăринче. Ib. Эпĕ сана çĕркĕ те халлап ярса памарăм, кĕçĕр ярса парам ĕнтĕ ун вырăнне. Ib. Кунта „юмах“ та теççĕ те, ытларах тата „тупмалли халлап“ теççĕ, „кĕске халлап“ теççĕ, „сутмалли халлап“ теççĕ. Лешне вара (сказки) „вăрăм халлап“ теççĕ.|| Речь, рассказ, предание. А.-п. й. 94. Сахар пырса кĕрсенех, улпут пуçлать халлапа. БАБ. Ун çинчен халăх хушшинче акă çапла халлап пур (существует следующий рассказ). N. Е пĕлнĕ-пĕлмен халлапсем кӳрткелесе нуммай пăснă, улăштарнă. Баран. Ун çинчен каланă халлапа юлнă ĕçсем (предания).|| Сплетня, молва. N. Ял çинче халлап ан çӳретĕр.

халлĕн

употребляется в смысле послелога: в состоянии, в виде (чего). Пазух. † Леш кассенĕн хĕрĕсем вăтăр çула çитнĕ ĕнтĕ: хĕрĕх çула çитсессĕн, хĕр халлĕнех (в состояиии дев, т. е. старых дев) ларас тет. N. Эпир мĕнле халлĕн вилĕпĕр... (в каком состоянии умрем). СТИК. Ахутана карăм та, пĕр кайăка чĕрĕ халлĕнех илсе таврăнтăм (принес живым). N. Çĕнĕ халлĕнех, несмотря на то, что новая. N. Трофима чирлĕ халлĕнех эпĕ Милита хăвартăм. N. Сывă халлĕн тухса кайрăм. Сред. Юм. Пусывккана тырă ямасăр, мăян халлĕнех авăртрăмăр (без примеси зернового хлеба). N. Кĕнекене уçса хунă та, халь те уçнă халлĕнех тăрать (уçах выртать). Турх. Пĕр пуç халлĕн сарăхса кайрăн. Баран. 132. Хăш-хăш меттал: ылттăн, кĕмĕл, шур ылттăн çĕртен таса халлĕн тухать. Ib. 46. Ун пек чух çаран тăрăх ĕрĕхсе çӳреттĕм, чупса пынă халлĕн купа çине сиксе утă ăшне кĕрсех ӳкеттĕм, чикеленеттĕм, йăваланаттăм. Ib. 154. Çав халлĕн (в таком виде) тинĕс хĕрринчи хуласене сутма кăлараççĕ (вывозят на продажу). N. Вĕсем хальхи саманана епле халлĕн çитсе кĕнине пĕлтерсе тăрать. Альш. Леш юппи вăл çав тарăн халлĕнех (оставаясь таким же глубоким) каять юхса хĕвел тухăçнелле, Сĕвенелле.

халчченхи

то же что халичченхи. Орау. Мĕн эсĕ паян çап-çутă тумланса янă? — Мĕн тумланнă, эпĕ халчченхи пекех тумланнă. См. халичченхи.

халь

(хал’), то же, что халĕ, теперь, сейчас. Ачач 84. Куç хупанкисем ак халь хупăнаççĕ, ак халь уçăлаççĕ, халь хупăнаççĕ, халь çĕнĕрен уçăлаççĕ... А.-п. й. 99. Халь ман киле каймалла. Б.-Крышки. Халь, пока, теперь. Регули 547. Халь мана хаман, çӳреме полтаратăп. || N. Эсĕ сар шерепи яни-ха? — Халь яма мар, шерепине те çыхса пĕтермен. || Вот-вот... Хайхи тулă ани çинче тытнă кăвак лаша халь утланса каймалла килсе тăчĕ, тет. || Быстро, скоро. Пазух. † Халь килĕпĕр, тăвансем, халь кайăпăр, тек-тек килет тесе ан калăр. || Употребляется в смысле частицы. Охотников. Каятпăр-халь. Едем вот (неопределенный ответ спрашивающему: куда едете?). Хурамал. И кайĕçин кайĕç-халь, кайĕç-халь. || Соответствует русской частице ка. Регули 511. Тив-халь (тив-ха) эс мана, эп аттиа каламăп-и. || Слушай-ка, смотри-ка. В. Олг. Ай-ай çĕçĕ мока, пăсса пăрахат полла, халь! || Употребляется в качестве песенной вставки. Пазух. † Чӳрече умĕнче, ай, лăс хурăн, çил силлемесĕрех те хăй силленет, çил силлесен пушшех те халь силленет. Ай-хай пĕр пуçăмçăм та, ай, çамрăк пуç, çын хурламасăрах та хăй хурланать, çын хурласан пушшех те халь хурланать. Ib. † Кăвак кăвакарчăнăн, ай, çурчĕ çук, çын пек пулас тесен халь телей çук. Н. Седяк. † Хура пекĕ хура çăрха, халь уткăнма тăрать эпĕ ларнăран; пĕчĕкçеççĕ пуçăр, хура куçăр, халь шывланма тăрать эп кайсан.

халь-çĕлнех

в последнее время. Орау. Халь-çĕлнех кайман-ха эпĕ вăсем патне. За это последнее время я не ходил к ним.

халь те

то же, что халĕ те, до сих пор, до настоящего времени. СТИК. Каллах пухаççĕ, пухаççĕ (ягоды), тет; хĕрсен пуракĕсем халь те тулмаççĕ, ывăл ачин каллах тулса кайнă, тет. || И так. N. Çийĕр, çийĕр! — Халь теI Кушайте, кушайте! — И так уж ем! Регули 543. Эс ан пар она.— Эп халь те памастăп она. Ib. 541. Халь те манăн номай выртать! Ib. 544. Пĕрне халь те исе кайнă, тепĕрне памастăп. КАЯ. Çапла пирĕн акка чĕрĕлчĕ, атте-анне уншăн тем пек хĕпĕртерĕç. Халь те ку таранччен аккашăн тем пек хуйхăрса йĕрсе пурăнчĕç. Изамб. Т. Халь те пит хытă тăранах çирĕм. || Хорошо что. Изамб. Т. Халь те пурин те лашисем вăйлă. Стюх. Çакă Стюха ял хĕрсене халь те хаяр куç ӳкмест. Шурăм-п. Хăшĕ-пĕри чупса ӳксе варланса пĕтрĕç. Халь те пуçтарса пĕтертĕмĕр,— тесе пурте калаççĕ. ЧС. Халь те çил ял енелле пулмарĕ, ял енелле пулнă пулсан пĕтĕм ял çунса каятчĕ (пожар). Ib. Эпĕ утлана пуçларăм та, пĕрре лаша малалла утать, тепре хам утланнă чух йăванса каятăп, ниепле утланаймастăп, хам йĕретĕп, халь те Иван эпĕ утланиччен кĕтсе тăчĕ, вăл кĕтсе тăман пулсан, мана пăрахса кайнă пулĕччĕ. БАБ. Ялтан халь те инçе Юлман. Вăл ăраспуй кăшкăрнине ялта илтнĕ, чупса пырса аран хăтарчĕç, тет, старике. N. Пĕрре çапла эпир аккупра ларатпăр, каç пулнă чуне тупă печĕ те нире аккупа хупласах хучĕ, халь те хамăра лекеймерĕ. || И в самом деле, так. N. Халь те || Как же! N. Халь те памаллах сана: сана валлиях хатĕрлесе хонăччĕ-ха. || Ага! Сĕт-к. Кĕпе ӳкнĕ авă.— Халь те!

хам

я сам, себя. N. Çăмарта укçине ху илетĕн пулĕ вĕт, инке? тетĕп.— Хам илетĕп те, тет. N. Мĕн шыраса çӳретĕн, пуп? — тесе ыйтрĕ, тет, татах пупран.— Тарçă шыраса çӳретĕп, тесе каларĕ, тет пупĕ.— Тарçă хамах пулатăп, тесе каларĕ, тет, леш çынни. А.-п. й. 60. Тарçă-тĕрçĕ хам пулам? N. Ху килмесен, хамах кайса килес пулĕ, N. Эпĕ хам та хам мар, питĕ вăйсăрланса карăм. Кан. Хама качча илетĕп, терĕ те, илмерĕ. НР. † Ял-ял тăрăх хам карăм та сарă, хĕрсем шыраса. По деревням я ходил, искал русых девушек. А.-п. й. 4. Хам пĕчченех тытрăм та çĕклерĕм хутăм. Оп. ис. ч. II. Сана çиме кирлĕ пулсан, хам кӳрсе тăрăп. Если тебе будет нужна пища, я буду приносить (ее) сам. А.-п. й. 4. Хампа пĕрле пурăнма тус шырама,— тет лешĕ. Ib. 6. Мулкач ку сăмаха илтет те, хама та тытса ан çитĕрччĕ ку тесе, йăлт кăна курăнать. || Мой, свой. Сред. Юм. Эп хам сехете Хосантипе пăхса ятăм. Свои часы я проверил с казанскими часами. N. Ман хам ăс хама пурăнма çитет. N. Хам атă мар-ха. Не больно мои сапоги-то. N. Эп хам укçана çухатрăм.

хама хам

(я) сам себя. Регули 874. Эпĕ хама хам тыттарам. N. Эпĕ халĕ чылай ватăлса карăм, ватă сăн çапрĕ, хама хам пичиран ватă пак туйăнатăп. Изамб. Т. Халĕ хама хам çӳретĕп. Пăртак ĕçлесен, йăлт çӳрейми пулатăп, тет. N. Эпĕ хама хам шухăшлап: кунтах юлап пулĕ, тесе. ТХКА 6. Хама хам ĕнтĕ сĕм-суккăр пулса лартăм. А.-п. й. 46. Тар чирĕ калаçтармасть-и! Хампа хам сӳпĕлтетеп-çке,— тет тилĕ. Да так, опять от горячки, сама с собой разговариваю,— отвечает лиса.

хамăрти

близкие нам; с нашей стороны. N. Ялтан та яла эпĕ çӳрерĕм, тупаймарăм хамăрти тăвансене. Хамăр тĕрлĕ, как сами. Хам вĕççĕн, (я) сам один, сам собою, в одиночестве. Сред. Юм. Хам вĕççĕн çиç çисе тăранкаласа пôрнап та, апат та хакла ӳкет.

хам тĕллĕн

(я) сам собою; самостоятельно. N. Виçĕ уйăх вĕренсен, эпĕ хам тĕллĕн кĕнекесем вула пуçларăм. Сĕт-к. Хам тĕллĕн, çын кăтартмасăр, çĕвĕçе вĕрентĕм.

ханкăртаттар

понуд. ф. от ханкăртат. КС. Эпир пĕренене тумхахлă çĕртен ханкăртаттарса йăвантарса пытăмăр. Выçăхакансем З. Ку купăс эпĕ ларса каяс тенĕ еннеллех ханкăртаттарса кайрĕ.

хантар чĕни

назв. раст. П. И. Орл., Д. С. Серг. Хантăр чĕни — хĕрлĕ çип тунă çĕре яраççĕ, тата хĕрлĕ ути пурччĕ те, уна тупиман-ха эпĕ.

хар

(хар), подр. рычанию. N. Анаткас урамне кĕрсенех пире тăват-пилĕк йытă хар çыпăçрĕç. N. Эх, май çук. Хал çук. Вăй пулсан халех эпĕ сире хар хыпса туртса çурăттăм, тет вăл, çиллине шăнараймасăр. || Подр. фырканью лошади. ЧП. Хура лашам хар турĕ. || В один голос, враз, неожиданно. Сунт. Ăна хирĕç темиçе сасă хар ярса илчĕç. СПВВ. Харах илнĕ, все в один голос (при ругани, брани). Сред. Юм. Эп пырса кĕрсенех, мана пôрте харах ярса илчĕç. N. Пĕри пухура кăшкăрсан, ыттисем уншăн хар тăраççĕ. КС. Харах сиксе ӳккĕрĕ. Набросился с руганью, стал пробирать, так и накинулся. N. Унччен те пулмарĕ, курăк ăшĕнчен пĕр хĕрлĕ йытă сикрĕ тухрĕ те, харах илчĕ мана. Буинск. Ларчĕ, ларчĕ, эпĕ пĕр сиккеленмесĕр тăратăп, сиккеленсенех йытă харах илет. || N. † Калпакне пăхса хар пулса, килейĕччин савнă тус пулса. || Согласие. Ст. Чек. Миккуль арăмĕ хар килчĕ.

харпăр хăй

каждый сам. Ст. Яха-к. Çăварни ыран тенĕ чухне, шăматкун каç, çынсем пурте камăн мунча пуррисем мунча хутса кĕреççĕ. Харпăр хăйĕн мунча çуккисем çынăнне хутса кĕреççĕ. Авралий (б. Ставр. у.). Кĕрписене, пашалусене харпăр хăйĕх леçеççĕ (приносят туда). СПВВ. ИВ. Харпăр хăй = харам хăй. N. Ăна харпăр хăй çисе пĕтермелĕх пухăр. СТИК. Кашни çын харпăр хăйшĕн йĕретчĕ. || Каждый в отдельности. Вăл хăй вилнĕ чух ывăлĕсене харпăр хăйне пилленĕ. N. Харпăр хăвăршăн анчах ан тăрăшăр, ыттисемшĕн те харпăр хăйне тăрăшăр. Чхĕйп. Тата унта пыракан ытти çынсем та харпăр хăй пĕрер, икшер, виçшер çăмарта илсе пынă (приносили). Сборн. по медиц. Ачасенĕн пуринĕн те харпăр хăйне ĕмкĕчĕ. Кан. Кашни ялне харпăр хăй çумне вăрман парасшăн вĕсем. Ib. Харпăр хăй ăслă çынăн харпăрхăй тĕслĕ виçе. || Каждый сам по себе. Истор. Вара вĕсене харпăр хăй тĕрлĕ (каждый сам по себе) пурăнса, йĕркене ан пăсчăр тесе, çав уккас тăрăх усра пуçланă. N. Кашни харпăр хăй тĕрлĕ савăнаççĕ. N. Кашни вăхăтĕнче харпăр хăй тĕслĕ ĕç. || Свой, собственный. Сред. Юм. Пичĕшсен ӳчĕсен çôмне пуçĕсене çыпăçтарса, аппăшĕ тôтрине сôлларĕ, тет те, пичĕшсем порте çын пôлчĕç, тет, анчах пуçĕсем харпăр хăйĕн мар (головы перемешались), тет. СТИК. Харпăр хăй (или: хархам хăй) çемйинче. Ib. Харпăр хăй (или: хархам хăй) ачи-пăчи хăйĕнчен ытлашки мар (нужен). Ib. Кашни çын харпăр хăй ĕçне туса тăмалла. N. Пур кунта та, пур тĕлте те харпăр хăй ырă ĕçсем пур. Истор. Илсе пынă кайăксем пурте харпăр хăй йăвине тавăрăннă. N. Эпĕ тăван чĕлхепе вĕрентме юратарах паратăп, мĕшĕн тесен харпăр хăй чĕлхипе ăнлантарма çăмăлтарах. Самар. Кашнийĕн харпăр хăйин кĕнеки пулмалла. У каждого должна быть своя книга. Ib. Кашнийĕнех харпăр хăй кĕнеки пулмалла. N. Эсĕ те мĕн пуçтармалл не пурне те пуçтартăн, харпăр хăй вырăнне вырнаçтартăн. ТХКА 31. Кашни çыннăн пит шăлмашкăн харпăр хăйĕн алшăлли пулмалла. Туперккульос 16. Кашни харпăр хăй евĕрлĕ чирлет. Виçĕ пус. 5. Пур йăвăç-курăк та харпăр хăй майлă тăранса пурăнать. Капк. Камăн вĕренес килет, харпăр хăй вуттипе вĕренĕр, терĕ. Эпир çур. çĕршыв 9. Пахчара пире кашнине харпăр хăй тӳпе йăран параççĕ.

хасăр

(хазы̆р), теперь, сейчас. Н. Карм. Мĕн çырмалла тата сире, çырса ярăр, эпĕ пурне те итлеме хатĕр сирĕнне; хасăр сирĕншĕн асапланма та хатĕр. Изамб. Т. Хасăр килет. Сейчас придет. Базл. Хасăр килетĕп. N. Хасăр = халех.

хаçат

(хаз’ат), сейчас, только что, вот-вот. Чертаг. Хаçат çак вырăнта порчĕ. СТИК. Хаçат (вот сейчас) çакăнтаччĕ, ăçта кайса кĕчĕ. (Япалана шыраса тупаймасăр аптраса çитсен, çиленнипе çын вара çапла каласа вăрçса çӳрет). || Быстро, скоро. Орау. Эпĕ улма йăвăçĕсене акса турăм, çавăнпа час пулмарĕç ман улмасем. Халĕ хаçат тăваççĕ; ик-виç çултан улма çиеççĕ. || Доподлинно. Орау. Вăл килмессине эпĕ хаçатах пĕлсе тăратăп (доподлинно знаю). N. † Нар пак хĕрлĕ чĕрем тата пулĕ, хаçат (çывăх) хамăр тăван пек пулмĕ.

хатĕр

(хадэ̆р), готовый, законченный, готово. N. Ленин — Сталин ĕçĕшĕн кĕрешме хатĕр пул! К борьбе за дело Ленина — Сталина будь готов! А.-п. й. 103. Сутьесем патне кай та, çак йĕке вĕçне парса çапла кала: пурте хатĕр, тĕртме стан çук, çакăнтан стан туса парăр, те. Иди к судьям, отдай им вот этот кончик и скажи: все готово, только нехватает ткацкого станка. Пускай сделают из кончика веретена станок, тогда будет в точности выполнено их приказание. Ивановка. Сутпа илме хатĕр укçасем те çукчĕ. N. Çав ĕçе хатĕр туса хурас, теççĕ. N. Пурне те тӳсме хатĕр пулнă. Выла. Пур тавраш та хатĕр пулса çитсен... (когда будет готово). N. Вăл пур ырă ĕçшĕн те хатĕр тăратчĕ. Н. Карм. Мĕн çырмалла тата сире, çырса ярăр, эпĕ пурне те итлеме хатĕр сирĕнне; хасăр сирĕншĕн асапланма та хатĕр (готов). N. Хăтасем калаççĕ: хатĕр-и эсир? N. Çавасем хатĕр мар. Мусир. † Ах, аппаçăм, йыснаçăм, хăçан пыма хатĕр пулăр-и (когда будет угодно пожаловать). Ердово. † Тоя кайма тăрсассăн пирĕн пек хатĕр ачи çок; ĕç ĕçлеме тăрсассăн пирĕн пек кахал ачи çок; ах апла мар, апла мар, ĕç ĕçлеме тăрсассăн пирĕнтен хатĕр ачи çок. ГФФ. † Ай, хатĕр, той хатĕр! Хамăр та хатĕр полмасан тойçи хатĕр полас çок. Ай, готова, свадьба готова! Если мы сами не будем готовы, то и свадьба не будет готова. || Н. Карм.† Тимĕр арчасенĕн уççийĕ çук, манăн çамрăк пуçăн хатĕри çук. || Принадлежности, инструмент. Ивановка. Лавсем çине михсем, арчасем тиесе хурса лашисене кӳлсен, пур хатĕр те çитсен, эпир пурте лавсем çине тухса лартăмăр. N. Пурте хатĕр çитсен, хĕре йĕртме кĕлете илсе каяççĕ. Сред. Юм. Сирĕн хатĕр çитнĕ-и? Вы собрались что ли? КАЯ. Чӳк тунă çĕрте кирлĕ хатĕрсене хатĕрлеме вăлсем ик ăстарика суйласа хураççĕ. Сиктер. Вара мĕн пур хатĕр çитсен, кӳршĕсене йыхăраççĕ. N. Сирĕн хатĕр çитет-и? тет. Готово ли у вас? || Продукты. N. Кашни кун курăк тымарĕсем тупса пырса хĕрарăма тăрантнă. Вăл хăй те çав хатĕрсенех çисе пурăннă. || Угощение. К. П. Прокоп. Кăçалхи çул çав вăкăра пирĕн ача туйĕ хатĕрне тытса пуснă иккен. Тайба Б. † Аната пĕве пĕверĕм хуркăвакал хатришĕн (хатĕрĕшĕн). || В соединении с глаголом ту — почитать. Хурамал. Çак çынна пур-те хатĕр тăваççĕ (почитают). Ib. Пире хатĕр тунăшăн вăл хатĕр тутăр. || Заряд (для выстрела). N. Ман тепре авăрламалăх анчах йолчĕ хатĕр (порох и пр.). || Снаряд. N. Халь вăрçă хатри (хатĕрĕ) кăлех пачĕç. || Сбруя. Ст. Шаймурз. Шап-шур çăмран кĕççе çаптартăм улма-чăпар утăн хатришĕн (хатĕрĕшĕн). || Кремень об огниво и пр. Панклеи. Чĕлĕм хатĕрне çаппĕр. || Буин. Арăм хатĕрĕ, теççĕ, упăшка йăли, теççĕ.

херĕп

тяжелый, трудный; в большом недостатке, трудно (найти). N. Хваттирсем кунта пит херĕп, эпĕ аран-аран пĕр хваттир тупкаларăм. N. Кашни уясра, е кĕпĕрнере çĕр херĕп хресченсене пулăшма комиссия тăвас теççĕ. N. Пуринчен малтан çĕр херĕп пулнă хресченсемшĕн. Сред. Юм. Кăçал çôл пит херĕп. N. 1906-мĕш çул. Пĕтĕм халăх пурăнăç херĕппи çинчен шавлать. Пĕри калать: çĕр сахал, пĕр теçеттине çинче 100 чун тăранса пурăнатпăр! тет. || Не крепкий. СПВВ. Херĕп — тĕрексĕртерех.

хыйă

(хыjы̆), клин в одежде. Икково, Ишек. Эсĕ кунта тăр, эпĕ хыйă касма каям коккусен валли.

хыв

(хыв), скидывать, снимать. М. Сунч. Пурте çĕлĕкĕсене хывса сулахай хул хушши айне хунă. Янтик. Кĕпе тарласа кайнă та, нимпе те хывăнмаст. А.-п. й. 60. Ме хамăнне хывса парам,— тет пукани. Орау. Эпĕ сăхмана алăкран кĕрсенех хывса хутăм (или: хывса çакрăм). Я разделся в передней. Ib. Хыв тумтирне, апат сима тумтирпе лараймăн. N. Атăла курмасăр аттăна ан хыв, теççĕ. (Послов.). Ала З°. Салтак çĕре (кольцо) вараланат тесе, хывса хучĕ, тет, чӳрече çине. Изамб. Т. Акса пĕтерсен мăйĕнчен пăтавккиие хывса урапа çине хучĕ. || Класть, ссыпать. Менча Ч. Эй, ырă туррăм, çичĕ тĕслĕ тыррăма — пуллăма çичĕ пӳлмене хывма парăсăнччĕ. (Моленье „ака пăтти“). || Класть метку (паллă, кĕлеме). Ст. Чек. Вутти çине (на свои дрова) кĕлеме хывнă (положил клеймо). || Ставить что, куда. Альш. † Хура вăрман хыçне капкăн хыврăм. Орау. Çăкăр хывас; салат хывас; кăмакана тыр хывас. КС. Хыв, ставить в печь çаралла, напр., çăкăр хыв, пашалу хыв, çип хыв. (Однако: куршук ларт, чукун ларт. || Çутт. 43. Эпир пурте авăн хывма тухрăмăр. || Складывать. Ст. Чек. Вутăра епле йăнăш хыврăр. || Накладывать на шею. Кан. Паллăран паллă çпекулянт. Аванах ĕнсене хывать. || Набивать (лед). N. Паян нӳхрепе юр хыврăмăр. Орау. Нӳхрепе хывма кӳлĕрен пăр касса кăлараççĕ. || Наливать. П. Пинерь. Сар алтăрпа пыл хывăрăм, ялан шупчăксем килчĕçĕ ĕçлемешкĕн. Сиктер. Сăрана йӳçнĕ чуне те астивмеççĕ, тӳрех пичĕкене хываççĕ. || Лить, отливать, ковать (металл). Янтик. Саратов енчĕк сар енчĕк, тулне пурçăн туртрăмăр, ăшне кĕмĕл хыврăмăр. Ал. цв. Çийĕнче ылтăнтан шăратса хывнă тумтир пулнă. Пазух. † Ĕнтĕ ылттăнăм çук, кĕмĕлĕм çук, услам-çуран хывнă чĕлхем çук. Кĕвĕсем. Услам-çуран чĕлхе хывтартăм ялан хамăр тăвансемпе калаçма. N. Суха тимри хывма. Лашм. † Ылттăн сулă хывса паракана кĕмĕл сулă хывса парăттăм. || Йӳç. такăнт. 10. Пĕр тупанра шăлĕ тухнă, тет. Тупан хывмасăр кулме те юрамасть, тет. || Не переводится. Орау. Якур пĕтĕмпех ашшĕне хывнă (весь в отца). || Установить, наводить, построить, мостить. Султангул. Чупрăмах та антăм та, ай, шыв хĕрне, хусахсем те кĕпер те, ай, хываççĕ. Синьял. Пĕчик çырма, тарăн шыв, кĕпер ан хыв, ут сиктĕр. НР. † Хорăн хоппинчен кĕпер хыврăм. Берестой я мост вымостил. Альш. † Чассавни кассинче каçă хываççĕ шыв урлă. Алших. Çĕнĕрен кĕпер хывса тухрăмĕр. Ау 75. Куртăм, йинке, куртăм, çӳлĕ ту çине çурт хывнă. || Валить, насыпать (насыпь). Альш. Кат (гать) хывнă. || Свить (гнездо). Тим. Симĕс пӳрт тăрринче чăпар куккук çĕрне-кунне пĕлмесĕр авăтат; яла килсе йăва хываччен авăтаясчĕ вăрман тăрринче. || Восстанавливаться. Альш. Вĕсем ӳпке татăлса тухать, теççĕ, çĕнĕ упке хывать, теççĕ (у больных). || Наливаться. О земл. Çу уйăхин пуçламĕшĕнче акса ĕлкĕрейсен, вика Питравкана хутаç хывма тытăнать. || Сметать (стог, копну). О земл. Анкартне куçарсан, капана хываççĕ. Сред. Юм. † Утмăл та карта утине йĕкĕр те капан ут хыврăм. Якейк. Паян эпĕр утă хума каятпăр = утă пуçтарса капана чикетпĕр. Трхбл. † Вуник те купа эп ут хыврăм. ||Надуть, навеять, замести. N. Хĕлле тата яла юр хывса тултарасран сыхлать. N. Йывăç юппине юр хывнă. || Проложить (дорогу, след). Ст. Шаймурз. Çырма хĕррипеле çул хыврăм. Ст. Айб. Аслă вăрман хыçне шур юр çунă, хура сăсăр тухнă та, ай, йĕр хывнă. Трхбл. † Хура вăрман касрăм та эпĕ çул хыврăм. Богдашк. Хура вăрман хыçне эп çул хыврăм. || Копить, наживать. Альш. † Чунне хĕнесе мул хывакан, вутпуççи-тĕр унăн чĕрисем. || Назначить, установить цену. Никит. Хакне икĕ çĕр тенке хыврĕ. || Начинать (дело). ЧП. Хампа харăс хывса юрлакан. Изамб. Т. Ыраш вырма тухаччен пĕр-ик кун малтан çурла хываççĕ. Унтан вара пикенсех (решительно) вырма каяççĕ (т. е. сначала лишь делают почин). N. Çорла хыв, çава хыв, начало жатвы. КС. Çурла хыв еще значит: сделать серп. || Ставить себя (высоко). N. Хама хам çӳле хывса пĕтрĕм. N. Тантăшусем умĕнче пуçна асла ан хыв. || N. Вăл ырра усала хывса инкек тăвасшăн çӳрет. || N. Пĕр ĕçлемесĕр пуçа наяна хывса çӳрекен пулнă. || Ссылаться. N. Ĕлĕк пĕр арăм чире хывнă, тет. N. Ак хай амаçури чире хывса пилешпе палан çирĕ, тет те, ну хăса пуçларĕ, тет. Изамб. Т. Пуçне ухмаха хывнă та каланине те итлемес. || Принимать к сердцу. Н. Седяк. Ырă çынсем çумне ларнă чух ырă сăмахна ăшна хывса лар. N. Вĕсем каланине пурне те эпир ăша хываттăмăр. || Вносить (деньги), отдать, платить (долг). Орау. Ампар тырри кайса хыврăм (в общественный амбар). Ib. Вăйпĕрни хулана куланай хывма кайнă пулнă (внести подати). N. Куланай хываççĕ. N. Пайтаххăн укçа хывакан пулĕ. Кан. Мĕншĕн сутнă таваршăн кассăна укçа хывмарăн? || Приносить жертву. Чураль-к. Ăçта каян, Марина, Марина? — Мăн мăкăр хывма каяп, каяп! См. çимĕк. N. „Вара çав мимĕре „чун пăттипе“ вилнĕ çынна чăн малтан хываççĕ. Хывма чашкă çине хывмаççĕ. Тупăк тунă чух чăн малтан пулнă турпаса илсе кĕреççĕ те, çав турпас çине хываççĕ те, тупăк тунă çĕре илсе тухса ытти турпассем çине пăрахаççĕ“. N. Ак сана эпĕ икерчĕ (е урăх. япала) хыватăп, тет. Ст. Чек. Хывас, вилле хывас (бросают куски пищи и льют пиво). ЧС. Асатте ячĕпе ытти вилĕсем те асăнса ĕçсе çиччĕр тесе хыймаллу пĕçерсе хыврĕç (при похоронах). N. Хываççĕ тесе ак мĕне калаççĕ: умăнта пултăр тесе çăкăр е куймак татса пăрахаççĕ. N. Хывса пĕтерсен, хăшĕ-хăшĕ калаççĕ: тăкас теççĕ; тата хăшĕ-хăшĕ калаççĕ: тăтăр-ха пăртак, çитĕр, теççĕ. Тайба Т. Хвелюк йинкене хывса тăкрăм, çав тытнă пулĕ тесе шухăшлатăп. Ib. „Çĕнĕ тырă ĕлкĕрсен, ăна е сутса, унтан çимелли япала илсен, е çĕнĕ тырăран çăкăр пĕçерсен, çиме тытăниччен вилнисене (ваттисене) татса пăрахаççĕ. Чăн малтан ратнисене асăнаççĕ. Кăна: вилнисене хывнă, темеççĕ,— асăннă, теççĕ. Çемерен кам та пулин чирлесен: ăна вилнĕ çын тытнă, теççĕ. Вилнĕ çын тытсан, хывса тăкас пулать (е хывас пулать), теççĕ. Ратне çынни кăна мар, ялти урăх пĕлĕшкелесе пурăннă çын та тытма пултарать. Хывма çăкăр сăмси касса илсе (горбушку), сăмахсем каласа таткалаççĕ. Таткаласа тăксан, ăна савăт çине хурса хапха тăпсине кайса тăкаççĕ. Вилнĕ çынна пистерес тесен, хывсан тăкма кайнă чух савăтне шăпăрпа хĕнесе тухаççĕ“,— тесе çырнă ĕлĕкхи çинчен. Собр. Хывнă каç тĕнĕ витĕр пăхсан пӳртелле, сĕтел хушшииче вилнĕ çынсем апат çисе ларни курăнать, тет, çав çын вара вилет, пулать. Аттик. Вара чара çине вилнĕ çынсене асăнса çухи, икерчĕ, çăмарта хăпартни, хăпарту таткаласа хыва-хыва çиетчĕç. Чăвашсем 33. Ăна алăк патне çурта хываççĕ, килте миçе вилĕ çавăн чухлĕ çурта çутаççĕ. Юрк. Мимĕр пĕçерсе куçне сарă çу хывса... Сред. Юм. Пĕри итем хыçне тохса хывнă (жертву поставил в поле). Ст. Яха-к. Ватă çынсем, çăварни тухса кайнă каçхине, вырсарникун каç, пурте мар, хăшĕ-хăшĕ анчах выльăх-чĕрлĕхсене, çăварни ернине чипер лайăх иртернĕшĕн, вилнĕ çынсене хывса тăкаççĕ. Хурамал. Мункун иртсен тепĕр куна (понедельник) хывнă кун тенĕ. || Употребляется в качестве вспомог. гл. Демид. Якав пĕтĕм калаçма ăсталăхне кăларса хывать кун умне.

хыпăн

(хыбы̆н), зажечься, разгореться. N. Çуллахи типĕ вăхăтра вут час хыпăнса каять. || Задыхаться, запыхаться. Альш. Хытă килнипе хыпăнтăм (сперло дыхание). Ib. Анне вилнĕ тенине илтсен, пĕтĕмпех хыпăнса ӳкрĕм (не мог дышать). ГТТ. Тăвалла хытă утса улăхнипе хыпăнтăм (запыхался). Ib. Вут тухнинчен хăраса унталла-кунталла чупнипе хыпăнсах ӳкрĕм, нимĕн тăваймастăп. N. Ăна хăвала хăвала çĕр тенкĕлĕх лаши хыпăнса вилме пултарат, тет. N. Кашкăр хыпăннипе ӳкрĕ те вилчĕ. СТИК. Ăçта кайнă ку, чыст хыпăнса ӳкнĕ. Куда он ходил так, совсем запыхался. || Спешить озабоченно. N. Халăх утать хыпăнса. Народ спешит озабоченно. Срв. хыпалан. || Стараться. N. Унпала нумай калаçасшăн ан хыпăн. N. Вĕсем тем чухлĕ хыпăнса çуннă (старались). || Тосковать. Сет-к. Хыпăнать, тоскует. Тюрл. Хыпăнса çăтăнса карĕ (тужит, сердце горит). || Растеряться. Баран. 61. Пĕтĕмпех хыпăнса ӳкнĕ, сывлăшне çавăрса илеймест. Календ. I1911. Хăш чухне темĕн тĕрлĕ лайăх пăхса ӳстернĕ çĕртех выльăх чирлесен, нимĕн тума пĕлмесĕр хыпăнса укеççĕ. Сред. Юм. Хыпăна йолтăм. Говорят в том случае, если событие произошло неожиданно и посделетвия не хорошие. Конст. чăв. Эпĕ ăна курсанах: Инке, сывă çӳретни-ха, тесе чуп-турăм. Инке нимĕн те чĕнеймерĕ, хыпăна юлчĕ. Сноха моя не могла ничего промолвить, у нее перехватило дыхание (остолбенела). В. Олг. Хыпăнса каяс поли = хыпса каяс поли. ЧС. Унăн амăшĕ хăранипе хыпăннипе пĕтĕмпех халтан кайнă, калаçаймаст та. Хурамал. Çав сăмаха илтсессĕн пĕтĕмпех хыпăнса ӳкрĕм (нимĕскер тума пĕлмерĕм, хăраса кайрăм). КС. Хыпăнса укрĕ, может значить: заторопился, перепугался, пришел в возбуждение от ничтожной причины. А.-п. й. 29. Мĕн мĕнле майпи-качки, тухăпăр та тарăпăр вăрмана. Эпĕр çуккине курсан, вĕсем хăйсемех хыпăнса ӳкĕç,— тет кăна хирĕç качака таки.

хыпар

(хыбар, Пшкрт: хыβар), весть, известие, весточка, сообщение, уведомление. N. Килти хыпара илтессĕм килет. (Из письма). Макка 130. Хам та çырман та ĕнтĕ, сирĕн хыпара та эпĕ пĕртте пĕлместĕп. N. Эпĕ халĕ вĕсен хыпарне пĕлместĕп. Известий о них я не получал. N. Вĕсем çинчен ниçтан та хыпар тавраш, илтĕнмен. N. Çав пулнă хыпара илтсен, пурте тĕлĕнсе анчах тăнă. Ib. Арăмĕ килте çук хыпара илтсен, çавăнтах ача пек макăрса янă. Ib. Вăл ашшĕнчен арăмĕ ача çуратнă хыпара кĕтнĕ. СК. Санăн хыпара (известие от тебя) илтсен, манăн чунăм савăнать. N. Хыпар ил, получить известие. N. Вăрçă çинчен ним хыпар та пĕлмесп çырма, чарнас хыпарĕ çук. Янш.-Норв. Хамăр илес хăнасе хыпар малтан ятăмăр. N. Сирĕн хыпара (о вас) илтес килет. (Из письма). Пазух. † Хыпар ятăм ют яла, килтĕр терĕм выляма. N. Килти хыпара час пĕлес çук. || Новость. А.-п. й. 48. Мĕнле çĕнĕ хыпарсем? Какие там новости? Ib. 96. Тепĕр икĕ уйăхран, ыраш шăркана ларсан, Сахар илтет çĕн хыпар. Абыз. Кунта ним хыпар та çук-и? N. Килти хыпара пĕлсе килем, тет. N. Кунта çĕнĕ хыпар ним хыпар та çук. Ачач 54. Мĕн çĕнĕ хыпар тавраш илтĕнет-ха Раççей çĕрĕнче? тесе ыйтрĕ ак кайран кĕнĕ пĕр арçынĕ. Самар. Эпĕ сирĕн пата килтĕм ăшă хыпара, тутлă чĕлхене, сирĕн хĕр пур, пирĕн каччă пур, хăталлă пулма пулмĕ-ши? N. Хусанта хыпар епле илтĕнет? Ăшă хыпар пур-и, çук-и? (Из письма). N. Ăçтан пĕлтĕр вăл хыпара? Баран. 62. Хрантсус хыпарĕ пур çĕре те час сарăлса çитет. N. Эсĕ çавăнта кайса пăхса, пиччусенĕн хыпарне пĕлсе килччĕ. N. Хайхи ача тӳре патне хыпар пĕлме пынă, тет. Юрк. Мускавра мĕн ăшă (благоприятную, хорошую) хыпар илтĕн, мана çырса ярса пĕлтерме тăрăш. N. Мĕн хыпар? (Говорят пришедшему).

хыпар-хăмăр

весть, новость. N. Хыпар-хăмăр епле? N. Ку мана, суккăр пулсан та, сăмахран вĕреннĕ çын иккенне чухласа илчĕ те,— хыпар-хăмăр епле? — тесе ыйтать. Сред. Юм. Сирĕн ялта мĕн хыпар-хăмăр пôр-ха кô яхăн-та? N. Ку яхăнта сирĕн ялта мĕн хыпар-хăмар пур-ха? Альш. Манăн унпа калаçмалли нумаях мар: эпĕ çĕнĕ çын-ха, вĕрентсе курман, хыпар-хăмăр пĕлместĕп (не осведомленный).

хыпашла

щупать, шарить. Ст. Чек., Хорачка. N. Амăш тола тохма хыпашласа пĕрене тăрăх каять мĕн. N. Эпĕ те пырса атте чĕркуççи çине лартăм та, алăпа хыпашла пуçларăм. Ст. Чек. Выçсассăн калаççĕ: чĕрене хыпашлат, теççĕ (чувствуется голод). А.-п. й. 41. Ай-ай, Микихвер! çап ку кайăка пуçĕнчен! — тесе кăшкăрса ячĕ Сахар ывăле, çамкине хыпашласа.

хырăм

(хыры̆м), желудок. М. Тув. † Кăпшакланнă çарăкĕ кам хырăмне кĕрĕ-ши? Çакă Тени хĕрĕсем кам арăмĕ пулĕç-ши? А.-п. й. 30. Ах хырăм выçса кайрĕ! Мĕн çиес? — тесе кăшкăрса ярать. ЧС. Пирĕнсем вара, вĕсенĕн хырăмĕсем выçнă пулĕ тесе, çиме лартрĕç. Якейк. А! хырăм выçри? Ага! проголодался. N. Хырăм выçрĕ, апат çиесчĕ. Курм. Ати хырăм выççĕр, тет поль, кĕрпе шӳрпи пĕçерсе парас-и? Дик. леб 34. Вăл улма çисе хырăм выççине пусарнă. КС. Нихçан та хырăм выçса çиман пулĕ (не знал, поди, никогда голода). Изамб. Т. Чей хырăма тăрантакан япала мар-çке те. А.-п. й. 81. Хырăм выçать, мĕн çиес? — тесе кăшкăрса ярать. || Живот, брюхо. А.-п. й. 50. Кашкăра пĕрех мăйракипе пантлаттарать. Кашкăрăн хырăмĕ чутах çурăлса каймасть. И изо всей силы ткнул волка. Едва-едва не распорол живот у него. Орау. Кĕç хырăмĕ çурлас пек çӳрет (о толстом). А.-п. й. 33. Упа хырăмĕ лашт çурăлса кайрĕ. Сет-к. Хырăмпа пыршăн (буквально: из-за брюха и глотки, т. е. из-за еды и питья). Б. Ильм. Хырăм тирне (тирриие) сарасси хуçаран. Растягивание кожи брюха (материал для расстягивания — харч работнику). Скотолеч. 35. Хăлхисем, куç тавăрашĕсем, хырăмĕсем хĕрелсе каяççĕ. N. † Çĕлĕкне илме пĕшкĕнсен сăмси çĕре тивет-çке, хырăмĕ урай шăлать-çке. Баран. 23. Пĕр сысна ватă юман айĕнче тăраниччен, хырăмĕ урлă кайиччен (до отвала) икел çинĕ. А.-п. й. 39. Хырăмĕ панк пуличченех ĕçсе тултарчĕ. Орау. Якейк. Ача хырăма карĕ (стал расти живот, т. е. в рост не идет). Мыслец. Хырăм çурăлтăр! Утроба лопни. Сред. Юм. Хырăмне макăртнă, беременна. || Пузо. Оп. ис. ч. II. Акă пысăк хырăмна патакпа тĕртсе шăтарăпăр. Вот мы проткнем тебе толстое пузо палкой. Сред. Юм. Хырăмне мăкăртнă, пузо вырастил. || Внутренности. Оп. ис. ч. II. Упи вăраннă çĕрĕ тилли кашкăра çисе тăрат, тет. Упи тилĕрен: мĕн çиетĕн? — тесе ыйтрĕ, тет. Тилли: хам хырăма хам татса илсе çиетĕп, терĕ, тет. Ăна кура упи те хырăмне тата-тата çие пуçларĕ, тет те, виле кайрĕ, тет. Когда медведь проснулся, лиса ела волка. Медведь спросил у нее: „Что ты ешь?“. Лиса ответила: „Рву свои внутренности и ем их“. Смотря на нее, и медведь стал отрывать у себя внутренности и есть их, и тут же издох. || Кишки. Б. Олг. Этемĕн хырăм, кишка, выльăхăн хырăмлăх. || В перен. смысле. N. Хырăм хакне, за еду (получая вместо платы еду). Б. Яныши. Кĕркунне те çаплах эпĕ хĕç тирме хырăм ĕçлеме каяттăмччĕ. || Плод (у беременных). Чхĕйп. Вăлсам хырăм пур чух (во время беременности) мĕле килчĕ, çапла пурăннă; çавăнпа хырăм пур арăмсам мĕле пурăннине калама та пĕлес çук. N. Йывăр çын хырăмне 9 уйăх йăтса çӳрет. Орау. Унăн хырăмĕ ӳкнĕ (выкидыш в раннем периоде). N. Хырăм юлнă. Ст. Чек. Хырăмĕ урлă килтĕр. Альш. Унăн арăмĕ хырăмĕсене ялан пăрахса пырать. Ib. Пуш хырăмлă чухне, когда не было в утробе. Ib. Пĕр-ик-виç хырăм та йăтса пăхрăм ĕнтĕ эпĕ. Была 2-З раза беременна. Ib. Ку хырăмпа çăмăл ирттертĕм эпĕ, леш хырăмпа йывăр пулнăччĕ. ГТТ. Юлашки уйăх, хырăм тыттарса пăхтарас; юлашки кунсем çӳретĕп, вăхăт çитет те-ха (говорит беременная женшина). || Ст. Чек. Ан шарла ĕнтĕ, хырăм! (выражает презрение).

хырăм тăрантар

кормиться. Чураль-к. Пиçмесĕр хуçмасăр хырăм тăрантарать. (Ачана чĕчĕ пани). Ала 5. Ывăлĕ калать, тет, амăшне: эпĕ каям, тесе калать, тет, тарçа, хам хырăма тăрантарăп, тесе калать, тет. N. Хырăма тăрантар — 1) кормиться, питаться, 2) быть питательным.

хырăнтар

то же, что хăрăнтар, удивлять. Абыз. Ну паян эпĕ ăна химипе çырса хырăнтартăм. Ну и удивил я его своей письменной работой по химии.

Хырла

назв. речки Карла: Тулти Хырла, Шалти Хырла. СПВВ. † Хырла тăрăх эпĕ çӳрерĕм, атмамсене ярса пăхмарăм. См. Хырла шывĕ.

хыç

(хыс’), чесать. N. Кĕçĕ чухне хыçса чысти ӳтрен юн тухакан пулать. N. Эпĕ тапратрăм орана хыçма, но ман ора пăсăлса кайрĕ. Пăсăлнăран пăсăлчĕ. N. Çынсем каçса кайса кулаççĕ, Иван пичче пуçне хыçа тăрать.

хыçкалантар

понуд. ф. от хыскалан. || Бить. N. Вара ăна пит хытă хыçкалантарчĕç. Ib. Хыçкалантарам ак эпĕ сана. (Говорят так, когда мальчик не слушает отца и в капризе „хыçкаланать“).

хыç

(хыс’), зад, что позади или сзади. Вопр. Смоленск. Çăмăр çунă чухне сарамат кĕпери çăмăрăн умĕнче курăнсан, çăмăр чарăнать, хыçĕнчен курăнсан, çăвать. Орау. Вĕсем пирĕн хыçра пычĕç (позади нас ехали). Ib. Темĕскер калаçса пыраççĕ.— Камсем? — Ав, пирĕн хыçран пыраканнисем. А.-п. й. 72. Чим-ха, чар лашусене. Атя-ха анса пăхар, пирĕн хыçран арçури шăхăрса килмест-и,— тет вăл ямшăкне. Ск. и пред. чув. 12. Пурттăм выртат çутăлса хыçа юлнă çул çинче. А.-п. й. 31. Качака такипе сурăх таки хыçа вут хунă пек илтерсе пыраççĕ. Баран. А. Вăранас пулать, тăрас пулать, умна-хыçна пăхас пулать. N. Çавăнта пирĕн хыçра пире хăвалаççĕ те, çавăнпа таратпăр. Пшкрт. Ман хыçăмăра. ÇМ. Чăваш арăмĕ, саншăн та хурлăх хыçа юлтăр. N. Хыçран пучĕ ( = пычĕ). Капк. Унпа уйăрăлсан, хыçран кăшкăрать. || Задняя часть. Регули 1130. Ял хыçĕпе (ял хыççĕн) иртсе кайрăм. Альш. Присаткаран пуçланса вара хыç каять тăсăлса. Хыçа кĕмелли присаткана алăк туса хăвараççĕ. ТХКА 52. Ял патне çитрĕмĕр, Итем хыçĕ. Картасем. || Задок у саней. N. Çуна хыçĕ. || ЧП. Эпир килетпĕр те каятпăр, умăртан хыç тесе ан калăр. Янш.-Норв. Кунтан эпир кайсассăн, умăртан хыçăр тесе ан калăр. || Задняя часть одежды. Регули 1128. Сăхман хыçĕ çĕтĕлнĕ. || Спина. N. † Пурçăн явлăк пуçăмра, хрансус явлăк хыçăмра. СПВВ. Умна-хыçна чипер пăхса çӳре. Наблюдай за собой. Пазух. † Атя, тăван, ăсатам, çаврăн, хыçна тӳрлетем. Альш. Тырра килĕшсен, çурăм хыçне паллă тăвать. А.-п. й. 89. Тепĕр кунне хай Сахар çумне пуртă хĕстерчĕ, хыçне çакрĕ пăчкине, хăй платникле тумланчĕ, сухалне йăлт хыртарчĕ, хуланалла уттарчĕ. || Послед. Альш. Ача хыçĕ — ача çуралсан, кайран ача хыçĕ пулать. Ib. Ĕне хыçне пăрахман-ха (послед). КС. Тюрл. Выльăх хыçĕ, послед. Нюш-к. Сурăх хыçне пăрахаймарĕ-ха. Скотолеч. 9. Хыç пăрахнă чухне (конематка) хыçне туртса татма юрамасть, вăл хăех тухса ӳкет. Ib. 28. Тавлăкчен хыçне пăрахаймасан (ĕне) выльăх лекĕрне илсе килес пулать. Ib. 28. Ĕнен хыçĕ час тухмасть. СТИК. Хыç пăрахнă (сурăх, ĕне, пăруласан). См. ача хыçĕ, хыççи. || Употребляется в качестве послеслога: за, позади, сзади, вслед за, из-за. Регули 1129. Йывăç хыçне тăчĕ. Встал за дерево. А.-п. й. 21. Çутта курса çаксем патне кашкăр пырса тăнă та, çапă купи хыçне пытанса ларнă. К.-Кушки. Кушак кайри урипе хăйĕн хăлхи хыçне хыçат. Кошка чешет задней ногой себе за ухом. А.-п. й. 56. Йăва кашкăра та хăйĕн малтанхи юрринех юрласа катартрĕ те: усăк тута кашкăр тус, эс те тытса çиеймĕн,— тесе йăлт кăна курăнчĕ. Кашкăрĕ ун хыçĕнчен хăвалама пуçларĕ. Качал. Каччисем ăштарах? — Салтака кайса пĕтнĕ.— Салтаккисам ăштарах? — Питĕрпе хула хыçĕнче. N. Алăк хыçĕнче итлесе тăрать (т. е. за затворенной дверью или за подуотворенной). КВИ. Алăк хыçĕнче анчах ура сасси илтĕнет: унта хуралçă салтак утса вăхăт ирттерет. Только слышно:— за дверями звучно-мерными шагами ходит в тишине ночной безответный часовой. ГФФ. † Анкарти хыçĕнчи (за гумнами) посуне тапун яччăр малашне. N. Эпĕ ун ĕнси хыçне (за шиворот) улма ятăм. А.-п. й. 40. Халь тилĕпе улатакка Такмак ялĕн анкарти хыçнелле шăвăнчĕç. Орау. Лере пашне хыçне кай, кĕпĕрнатăр тухиччен кайса килен, терĕ. Тухрăм та вĕçрĕм пашне хыçнелле. N. † Утильнайĕн хыçĕнче ялан утил капанĕ, ирпе каç та тухса пăхать утильнайăн вахтăрĕ. N. Пӳрт хыçĕнчен пăхрĕ (из-за угла). N. Эпĕ те сан хыçранах пахчана тухăп. НР. † Шашкă йыттăм ман та порччĕ, карĕ поль мулкач хыçĕнчен; савнă сар тос ман та порччĕ, карĕ поль сар яш хыçĕнчен. Гончая собака у меня была, да ушла, видно, за зайцем. Подружка у меня была русая, да увлеклась, видно, русым парнем. Орау. Пирĕн хыçран килекенни, или пирĕн хыçран килекен; пирĕн хыçран пыраканни (тот, который идет за нами). А.-п. й. 74. Пĕр-ик çавра юрларĕ те, хăй хыçĕнче такам юрланине илтех кайрĕ. Пропел два куплета и слышит: позади его кто-то поет. Юрк. Тиекĕ вăл мĕн каланине ун хыçĕнчен çырса пырат. N. Çынсем хыçран, за другими. Баран. 55. Кимĕ-мĕн ан хăварăр, хыçăртан хăваласси (погоня за вами) ан пултăр. КВИ. Ватă юман хыçĕнчен шуйттан татах хĕтĕртет. || Регули 1312. Вăл пичĕш хыçĕнче порăнчĕ.

хыçал

(хыз’ал), зад, задняя часть; находящийся сзади. N. Хыçалтан килми пуличчен тартăмăр. N. Вăрçăран хыçалта окоп хатĕрлетпĕр. Хапк. Куçĕсем иккĕшĕ малта, иккĕшĕ хыçалта. ТХКА 54. Пире урапа çине хыçаларах лартрĕ. Хăй мала тилкепе тытса ларчĕ. Юрк. Эпĕ аранçех хыçалалла чикеленсе юлаттăм. Сред. Юм. Авăн çапнă чôх, кĕлтене ôлăмланă чôх пĕри кĕлте парать, ыттисем хыçалтан çапаççĕ. Шор-к. Эпĕ çав орапа çине хыçалтан тăтăм та анаталла чоптарма пуçларăм. || Вслед за. А.-п. й. 31. Эх хăвалаççĕ, эх хăвалаççĕ, хыçалтан тусан кăна мăкăрланать. Альш. Атя, часрах тарар, хыçалтан ан килтĕр вăл, тенĕ. Собр. † Эпир кунтан кайсассăн, хыçалтан сăмах тухминччĕ. || Задний. В. С. Разум. КЧП. Хыçал куккăр (у. др. хыçалти куккăр) хĕрĕсем мал куккăрти (у др. малти куккăрти) хĕрсенчен чипертерех. ЧС. Арман панче хыçал касри Миките пиччене йăран хушшинчен утă çулнă чухне çапса вĕлернĕ (гром), тет. Ст. Айб. † Хыçал енчеи тухаççĕ кăвак пĕлĕтсем, тата мĕн çăвасси пурă-ши. В. Ив. Кашта çумне хыçал вĕçне ĕçленĕ чух тытса пымалли авăр тăваççĕ. || Назв. леса. N. Хыçал тесе муркарсем ял пуçĕнчи вăрмана калаççĕ, ĕлĕк унта киремет, йăрăх нумай пулнă, халăх чӳк тунă.

хыçалти

находящийся сзади, позади. N. Эпĕ хыçалти çулпа килтĕм.

хыççăн

после. ГТТ. Ача хыççăн (после родов) час ураланчĕ, час сӳрерĕ. Ib. Ача хыççăн асапланать. Регули 1194. Вăл çомăр хыççăн кайрĕ. Ib. 1195. Апат çинă хыççăн кортăм. Ib. 1196. Вăл кайрĕ те ик кон хыççăн кайлах килчĕ. Капк. Ун умне иртнĕ кунсем пĕрин хыççăн тепри туха-туха тараççă. И. Тукт. Чĕрене кĕрсе вырнаçнă хыççăнах уйăрчĕç-çке пире иксĕмĕре çак тĕнчери тискер этемсем… || За, вслед за. А.-п. й. 36. Трашка ачисем тăрнана пăрахаççĕ те, тилĕ хыççăн ярăнаççĕ. Ib. 45. Улăм ури ăшĕнчен çиçĕм пек сиксе тухать, мĕн пур вăйне пухса тилĕ хыççăн ыткăнать. Как молния выскочил он из соломы и помчался в погоню за лисой. Ib. 35. Çав вăхăтра эпĕ тухса тарăп та, вĕсем сана пăрахса ман хыççăн чупĕç,— тет. N. Анчах пĕри ун хыççăн чупса кĕрсе, ăна персе суранлантарнă. А.-п. й. 31. Пĕррех сикрĕ качака таки çак йăвăç тăррине, ун хыççăн сурăх таки те ыткăнчĕ. || Следом, следом за. А.-п. й. 76. Ваçлей вутă çĕклесе кĕчĕ, ун хыççăн арăмĕ те кĕчĕ. Василий вошел с дровами в избу, следом вошла и жена. Ib. 76. Ваçлей хыççăнах арăмĕ тула вутă çĕклеме тухрĕ. Следом за Василием вышла и жена его. || Б. Олг. Хыççăн (каччи килне килекен хĕр ратнисене калаççĕ). Пшкрт. Хыççăн арăмсам (едущие за невестой) хĕр хыççăн каяччă (к жениху). Собр. Хĕр хыççăн юрри. Альш. Хĕр тухнă хыççăн пыракан пур.

хыт çилĕ

хыт çиллĕ, переплетенный, в переплете. Индырчи. Ку кĕнеке хыт çиллĕ-çке! Изамб. Т. Хыт çилĕ кĕнеке, переплетенная книга. Ib. Эпĕ хамăн кĕнекене хыт çилĕ тума патăм.

хыт

затвердеть, становиться твердым. Сĕт-к. Ыраш тĕшши полса çитнĕ те, хыта пуçланă, час вырма тохмалла. Юрк. Çул çине хытнă юр ирĕлмесĕр тăрсан... Лашм. † Йĕтĕн çеçки хытать пуль. СТИК. Хытнă юман. (Говорят о долго живущих стариках). Ск. и пред. чув. 94. Пăсăрлантар Сетнерне.: ĕçре хытнă аллипе ан хапсăнтăр çын хĕрне. || Переносно — привыкать. N. Эпĕр топперĕ хытса çитсе, никкаккой храсси ăша та кĕмест. || Пригореть. Юрк. Чукун çинчи те пăтти пĕр пӳрне хулăнăш хытса каят. Тĕпĕнчен те хытат. Эпир çур. çĕршыв 23. Çĕр хытсах пырать, тислĕкпе çемçетнине юратать. || Об облаках. Б. Олг. Çанталăк ояртат полĕ, пĕлĕт хытма поçлат, вĕрлĕкленет, кашталанат. Череп. Пĕлĕт хытат — как бы сохнут, отходят выше (облака). || Затвердеть после вымочки. К.-Кушки. Арки вĕçĕ хытнă иккен. N. Картусĕ те хытнă иккен, атти кĕлли хăпнă иккен. Кан. Тарпа хытса кайнă тăлисене те çавăнтах типĕтет. Изванк. Пĕр вăрăм хытнă кĕрĕк (заскорузлую) тăханчĕ, хул хушшине тепĕр çĕлĕк хĕстерчĕ. Орау. Унăн тумтирри те тир тăвакансен пек хытса çуталса ларнă. || Окоченеть (о трупе). Альш. Ку тăшмана хытса кайсан, салтса илет, тет те, икĕ аллине икĕ мăйракана тыттарать, тет. || Замерзнуть. Ала 27. Хайхи офицер алăк питĕрме тухнă та, аллине тӳрех алăк хăлăпĕ кĕрсе кайнă, тет те, аллисем вара çилĕмпе çыпăçтарнă пек çыпăçса ларнă, тет, çавă офицер вара çĕрĕпех çавăнтах хытса тăнă тет. Якейк. Картара хытса выртнă. Замерзло в карде (животное). || Умереть. Альш. Якейк. Çын вилсен колса: хытса выртнă вăл, теççĕ. || Потерять чувствительность, лишиться гибкости, отупеть (окаменеть). N. Чун хытса çитрĕ. N. Ури хытса ларнă. Он не владеет ногой. N. Кĕсле-купăс калакансем те нумайччен каламасăр пурăнсан, пурнесем хытаççĕ, теççĕ, вара вĕсем ĕлĕкхи пекех таса калайми пулаççĕ. Сред. Юм. Пӳрнисем авкаланаймаç те, чыстиех хытса ларнă (от холода пальцы не действуют). А.-п. й. 70. Пуян арăмĕ хăранипе пĕр вырăнтах хытса тăрать. Ст. Чек. Ку хăраса хытса каят те, хăйне мĕн пулнине каласа парат. N. Вар-хырăм веç хытса ларса. || Забываться. Шарбаш. Ваççан аякра пурăнса чăвашла чĕлхе хыта пуçланă, тет. || Стариться (о пиве). Пшкрт. Сăра хытат (стареется). || Стать недоступным. N. Вăрман та хытса çитрĕ, тесе, хуйхăрнă старик. || Скупиться, скряжничать. N. Ытлашки хытса пурăнса, апат та çиместĕн-çке эсĕ. КС. Эпĕ кăçал питĕ хытса пурăнтăм: хĕлле ĕçкĕ туман, хам та хăнана каймарăм, кĕркунне хамăн пусса çиес выльăха та пусса çимерĕм. Вишн. 60. Çавăн пекех лашасене те йăвăр ĕçленĕ чух, е йăвăрпа çула çӳренĕ чух, хытса туса тăма юрамасть. N. Ма илместĕн ку япалана, хытса тăратăн (скупишься). В. С. Разум. КЧП. Хытрĕ-хытрĕ пĕр пуян, çапах пуйса çитеймерĕ, укçине хураха парса ячĕ. N. Çынсем пек хытса пурнаймарăм. Сред. Юм. Хытнă — 1) стал скупее, 2) затвердел, З) помер (в насмешку).

хытар

(хыдар), понуд, ф. от гл. хыт. Изамб. Т. Кĕрĕве тумлантарма тытăнсан, кĕрӳ аллисене хытарчĕ те, ниепле те халатне (поддевку) хывма памаст. Бгтр. Вопăр пĕтĕм кĕлеткине хытарса лартиччен. N. Ăçта каян, чĕкеç, çумăр витĕр, çунат вĕçĕсене ай хытарса. Альш. Салма пек, лапчăтса кăмакана лартса хытарат чашкăпа. N. Çăкăра хытарса ярап. || Закрутить. Сред. Юм. Терĕш хытар. || Сжимать. Ёково. Чĕччине хытарат, сжимает соски и не выпускает молоко (о корове). || ЧП. Чунне хытарса çӳрет. Ходит, скрепя сердце. N. Хăй тăванĕнчен кăмăлне хытарса пурăнакана епле çын юраттăр. || N. Лешĕ вĕсене хытарса каланă (сказал строго). Н. Лебеж. Сăнăма та хытарса сăмах хушрăм, виççĕр манет укçана илĕр, терĕм. Юрк. Çак килте хытарса пĕр сăмах ан калăр. N. Ачăрсене Хусана ярас-тăвас пулсан, çак эпĕ каланă пек вĕрентсе хытарса ярăр. || Уговаривать. Никит. Матки Ивана (говорила Ивану жена : сутах парас пулать, ахаль пулмас, тесе хытарчĕ. || Учить. Ачач. 21. Каяс пулать сурăх çитерме! тесе каланă пĕрре çиллĕ сасăпа. Апла каласа вăл ывăлне хытарма шутланă мĕн. Кан. Хытармалла. Надо проучить.

хытса кай

затвердеть; окоченеть. Кĕвĕсем. Кайăксем тăраççĕ тăнласа хытса кайнă сăнĕсемпе. Янш.-Норв. Хам хăранипе шăм пек хытса кайнă, пĕр вырăнтан та тапранаймастăп. Ib. Эпĕ: кăсемпеле мĕн пулат-ха, тесе, хăранипе ни пăшал пеме пĕлмесĕр, пĕтĕмпех хытса кайрăм. СЧЧ. Пичче; вăл апла каласан, тата пушшĕ, ăш хытса кайиччен кулатăп, тет. А брат говорит: „После его этих слов я стал хохотать еще пуще“. Изамб. Т. Хамăр хăранипе хытнă та кайнă. || Изумляться. Баран. 37. Ерешмен çине Иван ăнтан кайса пăхса выртнă, халиччен курман пек ăна пăхса хытнă кайнă. N. Н. И. вуласа хытса карĕ, каçса кайса.

хытă

(хыды̆), твердый, жесткий. N. Хытă çĕр, жесткая земля. Ст. Чек. Хытă (о железе). Чув. пр. о пог. 167. Хытă, хыт тăрать (о твердом облаке, с резкими очертаниями). Эпир çур. çĕршыв 10. Пирĕн тырă та курăк та ĕлĕк хытă пулнă вырăнтах питĕ селĕм пулать. || Жесткий (о воде). Вишн. 67. Хытă шыв та аван мар, ун ăшĕнче пăрçа та лайăх сарăлмасть, чей те пиçмест, ĕçме те хытă вăл. || Твердое, жесткое. С. Дув. Хытă юман хыттине касса турпас тухмарĕ; хытă пуян ывăлне ытса укçа памарĕ. N. Мĕн çирĕн? — Хыттипе çемçи. Череп. Чĕре анине хытă кĕрет (подваливает под сердце). || Тяжелый, трудный. Собр. Ĕç хытă та, çавах та чикмест, теççĕ. (Послов.). N. Сан çăварăнтан тухнă сăмахсемшĕн хытă çулсенче те пăрахмарăм. N. Хытă чирпе чирленĕ çын час вилсе кайма та пултарать. N. Питĕ хытă вăрçă варçать. || Тягость, трудность. N. Вăл пурăнăç хыттине те курнă. N. Пурăнăç хытти чак хытă. Жизнь очень трудна. || Скупой, скуповат, скупость. N. Эй, хытă та! ГФФ. † Пирĕн аттейĕн хытти пор, четвĕрт тĕппе ыр полчĕ. Скуповат наш батюшка — прослыл хлебосолом, поставивши гостям подонки, оставшиеся на дне четверти ГФФ. † Пирĕн аннен те хытти пор, кокăль тĕппех ыр полчĕ. Скуповата наша матушка — прослыла гостеприимной, поставивши гостям остатки пирога. Якейк. † Хоячкам четвĕрт пуçлас тет, хĕрпе кĕрӳ кайччăр тет; пирĕн хончкамăн та хытти пор. Регули 1065. Хытăран никама та памасть. N. Майсăр пуянскер пулсан та, хăйĕн хыттипех. || Устойчивый, соблюдающий себя. Шорк. Хытă хĕр. (Употребляется в смысле хорошего поведения). || Жестокий. N. Хытă чĕреллĕ, жестокий. || Тугой (об ухе). Кама 68. Эсĕ, Митьтя, кунтарах лар, сан хăлху хытăрах. См. хытă холхаллă. || Туго. Тимĕр. Хурама та пĕкĕ кӳлме хытă, чӳлĕкне туртсан авăнмас. Альш. † Пилĕкме хытă çыхайрăм, ăсма хытă татайрăм. Ёрдово. Лашине хытă кӳлсен, тавраш ванать, теççĕ. Пухтел. Хытă уçăлать (о туго отворяющейся двери). || Строгий. N. Закон хытă пулнă. N. Ну, кĕрӳ, питĕ хытă алăра пуль-çке, тепле çăлăнса килен. || Твердо, строго. || N. Ăсна хытă тыт, укçуна хĕсĕкрех тыт. || Строго, сурово. || N. Вăл итлемен çынна эпĕ пит хытă тытăп. N. Ăна тата хытăрах тыта пуçланă. ЧП. Арăму хытă тытсан, эс те çӳремĕттĕн çĕр хута. N. Хĕрарăм пулсан та, хăвăн ачусене хытăрах тыт, вĕсем усала ан вĕренччĕр. Сред. Юм. Ачусĕне хытăрах тыт, ôнсăрăн çын пахчине пит кĕреççĕ. N. Ху ăсна хытă тыт. N. Хытă тăр, сурово, строго жить. Истор. Вăл унта хăйне хăй пит хытă тытса усранă. N. Çынна усал ĕç тума хĕтĕртнĕшĕн хытă сут тăваççĕ. || Грубый, грубо, резко. Баран 58. Хытă сăмах каланăшăн каçар мар. (Может быть надо: „Хытă сăмах каланине каçар“?). N. Вĕсем хытă сăмахсем çĕкле-çĕкле калаççĕ. N. Аннене хытă каларăм, эпĕ сума сумарăм. || Крепко. N. † И вĕçес çук, вĕçес çук, çатан карта хытă тытать. N. Халĕ нимех те тумастпăр, Атăлĕ хытă ларман та. Орау. Çывăрса юлăр.— Ăйăхне хытă çывăратпăр-çке те ăна. Баран. 125. Çанталăк сивĕтнĕçемĕн упанăн ăйхи йывăрланса килет, хытăран хытă (все крепче и крепче) çывăра пуçлать. Кан. Çĕршыва сыхлас ĕçе хытăран та хытăрах вăйлатма кирлĕ. N. Хытă çыврать. Спит крепко. || Плотно. N. Куçусене хытăрах хуп. || Громко. Янтик. † Тата хытăрах каласан, хамăра вăй килмĕ-ши? (Вăйă кĕввисем). N. Хытă кала 1) громко, 2) строго. Альш. Пӳртре хăнасем ĕçеççĕ: шавлаççĕ, калаçаççĕ. Сас-чĕвĕ хытах пӳртре. || Терпеливо. N. Вăл çав асапсене пит хытă тӳссе тăнă. || Быстро. N. Эс хытă отатăн! Ты ходишь быстро. Регули 1401. Эп кортăм, пит хытă чопса кайрĕ. || Много. Вишн. 60. Хытă, час çисен: ку çын çиессе те сатур çиет, ĕçлеме те сатур ĕçлет пулĕ, теççĕ. О сохр. здор. 98. Çиессе те хытă çиеççĕ, ĕçлессе те лайăх ĕçлеççĕ. Синерь. Хваттер хуçисем калаç, тет: пирĕн пĕр стряпкă пурччĕ, çав юмаха (сказки) хытă пĕлетчĕ, тесе калаççĕ, тет. Регули 1402. Хытă çият, ĕçлет. Якейк. Эс онпа хытăрах калаç-ха, вăл сана тем те кăтартĕ. А ты говори с ним больше, еще не то будет. Ib. Эс хытăрах шыва кĕр-хе (к этому можно прибавить: пĕтĕмпех те полăн, т. е. еще утонешь). || Здорово. N. Хытă лартать вăл тĕлĕк, шуйттан. || Сильно. Çутт. 62. Кĕркуннехи тăм хытах укнĕ пулмалла. N. Çумăр хытах çуман. Капк. Сывалĕ-ха. Хытах ӳсĕрмест. А.-п. й. 70. Пӳрнески хытăран хытă шăхăрать. N. Вăрçă питĕ хытă вăрçать. N. Патак ил те, хытă ишсе кăларса яр. ЧС. Алă тата хытăрах ырата пуçларĕ. Юрк. Улпут пĕре çапла эрех ĕçсе пит хытă ӳсĕрĕлнĕ. Капк. Эп сире питĕ хытă кĕтрĕм. КВИ. Чул çумĕнче пĕр этем ларать хытă йăнăшса. N. Йăвăçсем хытăран хытă кашла пуçларĕç. А.-п. й. 15. Йытă тус, ытла хытă ан вĕр-ха, атту кашкăр килсе иксĕмĕре те çисе ярĕ,— тет. Ib. 4. Анне пăхса тăман та, яшка хытă вĕренĕ, мулкач хытă вĕренипе хурантан тухнă та ӳкнĕ. || Очень. N. Сана Верук хытă кĕттĕр ( = кĕтрĕ): килет пулĕ, тесе. Альш. Чĕнтĕм хытă, тет: килес, терĕç. Ib. Хăйсене пыма питĕ хытă каларĕçĕ. Чхĕйп. Пит хытă хăранă. Очень боялись. Регули 1403. Хытă çиленчĕ он çине. N. Арăма кĕркунне укçа хытă кирлĕ пулнă (пока добились). Изамб. Т. Пурсăмăр та пит хытă ӳсĕрĕлтĕмĕр. N. Питĕ хытă тав-тăватăп вăлсене. || Очень хорошо. N. Хотла хытă пĕлетĕп. тетчĕ. || Настойчиво, смело. N. Унта халăхшăн хытă тăракана суйлас пулать. || Крутой (о каше, о яйцах). Чураль-к. Хытă пăтă çимĕттĕм, çăвне кура çиетĕп. Череп. Хытă пиçнĕ çăмарта. О сохр. здор. Çăмарта чĕрĕлле те, калеклĕ пĕçернине те, хытă пĕçернине те çиме юрать. || Назв. болезни. N. Эпĕ хасĕр пăртак сымартарах выртап больницара, хысанаран ăш хытти туртать, и пилĕк ыратать (б. Чист. у.). Ст. Чек. Ăша хытă кĕни. Чăв.-к. Эпĕ ăша хытă кĕнипе ни йĕре пĕлместĕп, ни тăра пĕлместĕп. N. Вилĕм хытти туртнипе (предсмертные судороги). N. Юмăç карчăкки аллине кĕпе айĕнчен хырăм çинелле (мне) чиксе ячĕ те, хырăма аллипе пуса-пуса калать: ак кунта Ишек хытти, ак тата Кипĕт хытти. Ишеке çурта кайса памалла, Кипĕте хур пусса чӳклемеллĕ, тет (от боли в животе). Моя автобиограф. Будучи лет 9 или 10, я заболел какой-то внутренней болезнью. Мать повезла меня к Семеновой старухе. Меня положили вверх лицом. Йомзя подсунула свою руку под мою рубашку и щупала мой живот, при чем говорила: а вот это Ишек хытти (т. е. это жесткое место от Ишаковского бога), а это вот Кипĕт хытти (от киремети Кипĕт) и т. д. Альш. Шыв хытти; ăншăрт хытти; сивĕ хытти; çын çилли хытти; кĕлĕ хытти; вилĕ хытти; вилĕм хытти. Ib. Мананкăкăр айне сивĕ хытти кĕрсе каять та, сывлама йывăр пулать. N. Çын çилли хытти = çын çилли чирĕ. См. çын çилли чирĕ. (вып. ХII, стр. 154). || Назв. поля. Тайба Б.

хытлан

то же, что хăтлан. Изамб. Т. Акă ӳлмĕрен тата çапла хытлансан сута парăп. Сред. Юм. Икĕ пуçлă çын хытланнă поль она. Говорят, когда сделали что-нибудь опасное. Ib. Ним тума аптраса хытланса ларать çав. Делает от нечего делать. N. Чарман полсан, тем хытланĕччĕç. Коракыш. Ĕлĕк çын вилсен мĕн хытланни (древний обычай похорон). Здесь автор относится к этим обычаям, как к самым пустячным вещам, что и выражается у него словом „хытланни“. БАБ. Вăлсем ăçта кайнине, хăйсем мĕн хытланнине пĕр те калаçмарĕç. Янш.-Норв. Çапла хытланса эпир вупăр мĕн иккене пĕлтĕмĕр вара. ЧС. Çапла хытлансан-хытлансан, курма пынă çынсем киле тавăрăнаççĕ. НАК. Эпĕ хăранипеле кăвакала сумкăран часăрах кăлартăм та улпута пама хытланса тăратăп (собираюсь дать). N. Вут хурса вилнĕ çынна хывса хытланнă вăхăтра юпи çуна çинчех выртать. Ст. Чек. Акă вăл эсĕ мĕн хытланнине аçăна каласа парас тет. Он хочет сообщить о том, что ты делаешь, твоему отцу.

хирĕç

(хирэ̆с’), против. Регули 1304. Эп старика хирĕç лартăм. Ib. 1303. Çиле хирĕç килтĕмĕр. Вăл мана хирĕç килчĕ. N. Сăмсапа сăмса хирĕçех тăмалли çĕре лекрĕмĕр. || По направлению к. Альш. Çухрăм çурă çав яла хирĕç килтĕмĕр. || В (предлог). К.-Кушки. † Тăва хирĕç килтĕмĕр, çавăнпа утсем ывăнчĕç. Альш. Пĕчĕкçĕ лаша — тур лаша, тăва хирĕç туртĕ-и-ха? || Лицом к. Юрк. Тӳртĕн ан вырт, хирĕç вырт. Ой-к. † Арăм та хитре тесе, хирĕç пăхса кулас мар. N. † Хирĕç пăхса авăтать. Кукует, обратившись к ним головой (противоп. тӳртĕн пăхса). Чураль-к. † Хирĕç пăхса кулакан пирĕн варлисем мар-и çав? N. † Тури касăн хĕрĕсем качча хирĕç тăраççĕ, пирĕн касăн хĕрĕсем качча тӳртĕн тăраççĕ. || В сравнении. Рак. Ăна хирĕç нимĕн те тăмас вăл (не стоит). БАБ. Чӳк тавраш кĕллине çав старике хирĕç ăсти пирĕн ялта та çук. N. Начар сухаласан лайăх çĕр çинче те тырă начар пулать, уна хирĕç начар çĕрех лайăхрах тĕплерех сухаласа тырă аксассăн унта та тырă лайăх пулĕ. Юрк. Кĕсем вĕсене пăхнă çĕрте саманине хирĕç пит пысăк патшалăхпа пурăннă. || В ответ, в ответ на. N. Мĕншĕн эсир ырра хирĕç усал турăр? Альш. Унта ахăл-ахăл тăваççĕ. Вĕсене хирĕç вăрманĕ янраса тăрать сассисене илсе. N. Вара ăна хирĕç упăшки: эпĕ, терĕ, нимĕн те калама пĕлместĕп, терĕ. Юрк. Хирĕç (в ответ) çапма çук (т. е. дать сдачи), нимĕн тума хал çук. N. Мĕн пурне те хирĕç калать, хăйне курас çук. (Сасă). А.-п. й. 29. Мĕн мĕнле майпи-качки, тухăпăр та тарăпăр вăрмана. Эпĕр çуккине курсан, вĕсем хăйсемех хыпăнса ӳкĕç,— тет кăна хирĕç качака таки. Ib. 21. Тепри çаппа çăтăр-çăтăр хуç-каласа хирĕç калать: Эпĕ халь тин çичĕ кашкăр çирĕм те, сан валли юлчĕ-ши ара? — тет. Ib. Халь çавсене тытма каятăп,— тет кăна хирĕç утар хуçи. || Навстречу. Баран. 26. Хăй çавăнтах кашкăра хирĕç пĕр кĕтӳ йытă кăларса ярать. Ала 63. † Кĕтнĕ те хăнăр пулсассăн: килях та, тесе, чупса тух. Кĕтмен те хăнăр пулсассăн, пире те хирĕç чупса ан тух. Байгл. Часăрах хирĕç тухрăм та, мĕн пулнине каласа патăм. Имен. Аçуна кала, вăл мана хирĕç ан тохтăр. Ib. Тол çутăлма пуçласан, çынсам хирĕç пума ( = пыма) пуçларĕç. ГФФ. † Хирĕç тохма Натьок пор. Выйти (мне) навстречу — у меня есть Надя. А.-п. й. 9. Ăна хирĕç мулкач пырать. Ib. 16. Пĕр вар хĕрринчен куна хирĕç тем пысăкĕш кăвак кашкăр сиксе тухрĕ. Ib. 11. Пырать кĕсене хирĕç упа. Регули 1303. Вăл мана хирĕç килчĕ. А.-п. й. 56. Кайсан-кайсан, Йăвана хирĕç пĕр хитре хăмăр тилĕ сиксе тухрĕ. || Наперекор, против. N. Нумайĕшĕ ăна хирĕç пыраççĕ. Сунт. Эпĕ мĕн, эпĕ хирĕç мар. || Баран. 124. Упа лăпкă пурнăçа юратать... Хăйне пит хĕсĕк киле пуçласан тин хирĕç тапăнать. || N. Малалла ăшша хирĕç мар, сивве хирĕç. || N. Шăматкуна хирĕç эрнекун. Якейк. Эрнекона хирĕç карăмăр. Поехали в четверг вечером. N. Шăматкуна хирĕç каç. || На. N. Вăл мана хирĕç сиксе тăчĕ. || Изамб. Т. Хирĕç йывăç çурăлмасть. || Вредный, приносящий вред, зло. N. Пур тĕрлĕ хирĕç хаяра та сирсе яр. || Упрямый, назойливый. N. Унăн ачи хирĕç. Его мальчик упрям, назойлив. Ib. Хирĕç çын. N. Хирĕç = кутăн. N. Хирĕçрех çынсем, неуживчивые люди. || Упрямство. N. Хирĕçĕ пур унăн. Упрямство у него есть. || Близкий, кровный (о родстве). N. А хирĕç брак не разрешался и в очень дальних степенях родства.

хире-хирĕç

друг против друга, лицом к лицу. Регули 877. Хире-хирĕç тăрса (ларса) поплеççĕ. Орау. Сăмсисене хире-хирĕç тĕксе сĕркеленсе тăраççĕ. Юрк. Хире-хирĕç тăрса тахçан калаçăпăр. N. Хире-хирĕç тăраççĕ. Стоят, упершись животом в живот. СТИК. Эпĕ вĕсене пуçа-пуç хире-хирĕç çапăнтартăм. Ib. Вĕсем икĕшĕ хире-хирĕç пăхса выртаççĕ (Сред. Юм. пуçпа-пуç). N. Хире-хирĕç калаçатпăр. Альш. Алсапа хире-хирĕç çапсан, сивĕ пулать, тет. N. Ĕлĕк икĕ çын çул çинче хире-хирĕç тĕл пулчĕç, тет. Регули 1305. Иккĕш хире-хирĕç полчĕç. Ib. Иккĕн хире-хирĕç лартăмăр. || Один на другой (в другой). А.-п. й. 30. Тытăнчĕç хайхисем хире-хирĕç мăйракисемпе шартлаттарса вут чĕртмешкĕн. N. Иксĕмĕр те çара алăнах, алăсене хире-хирĕç чиксе çӳретпĕр. N. Хире-хирĕç чиксе хунă. Засунуты один в другой (валенки). || Без перерыва. Юрк. Аван çимене кура, ĕне хире-хирĕç сутара пуçлать. || Концы с концами. N. Пурăнăç хире-хирĕç çитсе пырать. КС. Хире-хирĕç çитсессĕн (если концы с концами сходятся), вара пуянпа пĕрех. Ст. Чек. Хире-хирĕç çитертĕмĕр. Кое-как дотянули до следуюшего урожая, свели концы с концами. N. Укçа хире-хирĕç çитрĕ. У меня в этом месяце первый раз деньги с деньгами встретились. N. Унта пурăнакан хресченсем аран-аран хире-хирĕç çитеркелесе пуранатчĕç. || Самар. Çурчĕ-йĕрĕ пысăк, икĕ пӳрт хире-хирĕç. || Напротив. Изамб. Т. Ул рет аслă урама кутăн лараканнисемпе хире-хирĕç ларат. || Взаимно. Баран. 19. Икĕ кунччен чарăнмасăр хире-хирĕç петĕмĕр. Капк. Хире-хирĕç хур пăтти? — Çапла! Шурăм-п. Тепĕр, хире-хирĕç çӳрекен ĕретрен. || Не переводится. Оп. ис. ч. II. Тарьепе Марье хире-хирĕç чуптăваççĕ. (Мачча хăмипе урай хăми). Целуются Дарья с Марьей. (Потолок и пол).

хирăçле

против, наперекор. N. Эсĕ ман сăмаха холхана та чикмерĕн, всё хирĕçле петĕн. Капк. Пĕр-пĕрне хирĕçле пуласшăн. N. † Пирĕнпе тантăш хĕрĕсем пĕри те пирĕнпе майлă мар, пурте пире хирĕçле. Сред. Юм. Пĕри сăмахласа тепри ôн сăмаххине пӳлсе пырсан, хирĕçле çиç персе пырать, теççĕ. Г. А. Отрыв. † Кăвакал кăвак, мăй симĕс, юхан шыва хирĕçлĕ, ай ати, ай апай, ялан пире хирĕçле. || В противоположном направлении. Сред. Юм. Утă çăлнă чôхне кôрăк пĕр еннелле тайăлнă полсан, корăк тайăлнă енчен çăлсан, хирĕçле персе тôхрăмăр, теççĕ. N. Хирĕçле пыр. || Ст. Ганьк. Шывĕ хирĕçле юхат-çке, çыранне йăвăр килет-çке. Султангул. Шыв хирĕçле юхминччĕ, хур çунатне хуçминччĕ; çичĕ ютта тухсассăн. Çамрăк пуçма йĕртминччĕ. || Противный (о ветре, о дожде). N. Хирĕçле çил тухнă. Юрк. Хирĕçле килекен çумăр пит вăйлă пулат. Изамб. Т. Сĕвене анса çитнĕ чух çурçĕр енчен хирĕçле вĕре пуçларĕ çил, ниçта кайса кĕмелле мар. || Враждебно. Никит. Эпĕ килес çул çинче икĕ айăккипе сар чечек, пурте хирĕçле пăхаççĕ; çакă уллахри хĕрсем пурте мана кураймаççĕ. ТХКА 26. Карчăка питех шанмасăр пурăнни — Совет саккуне хирĕçлерех пыни пулать пуль те вăл. Кан. Вăрçă хăрушлăхне хирĕçле. || Взаимно. Якейк. Эп паян Хĕлĕп ули панче хирĕçле вырмалла выртăм (в Ст. Чек. алулмаш).

хирĕçтер

понуд. ф. от гл. хирĕç. N. Вăл мана хирĕçтересшĕн пулман мĕн, ăна хирĕçтерме хăтланнă мĕн. || Расстраивать (желудок). О сохр. здор. 59. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн çисен, вăл час çĕрет те, вара хырăма та хирĕçтермест. || Расстраивать, раздражать. Ал. цв. 22. Эпĕ хам телее çухатассине, хам час вилĕмпе вилессине пĕлетĕп те, анчах сана хамран ытла юратнă тăрăх, сана хирĕçтерейместĕп, эсĕ мĕн ыйтнине тăвăп,— тет. ЧС. Ей-яй-яй, ку лаша телĕшĕнчен мĕн хирĕçтерет-ши, кашни çул лаша илетпĕр, илни пĕри вилсе пырать.

хисепле

считать. Ау 21. Акă вĕсем укçа хисеплеççĕ, тет. || Причислять, относить. Юрк. Пире, чăвашсене, юнăшпа финсенĕн йăхне хисепленĕ. || Почитать. N. Тата хама хисеплесе салам янăшăн Аннана питĕ пысăк салам яратăп. Ачач 35. Çукка ăçтан хисеплетчĕр ара вĕсем? N. Вăл çырса хăварнă кĕнекесене вулакансем халĕ те пит хисеплесе пурăнаççĕ. N. Вăл вĕсене каланă: тавта-пуç сире мана хисеплесе килнĕшĕн, тенĕ. || Ухаживать. ТХКА 85. Ман атти те выльăха хисепленĕ. Ăна та, ман пекех, пурте юратнă. || Благодарить. Никит. Эпĕ мĕнле хисеплемеллине те пĕлместĕп. Маншăн сана çынсем хисеплетчĕр.

ху

ты сам, себя. КВИ. Эпĕ асап курнишĕн ху айăплă, эпĕ мар. N. Эсĕ ху, ты сам. Юрк. Ху пĕлетĕн, эпĕ уншăн хĕрĕх тенкĕ тӳлерĕм. КС. Ху патна, ху пек. N. Ху пĕлсе ху пурăн, тенĕ. А.-п. й. 16. Илсе кай мана та хупа. СТИК. Ху каланă сăмахă хăна çаврăнса çиттĕр. (Ылханнă çынна хирĕç тавăрса калаççĕ). || Твой, свой. N. Хăвăнтан ан кăлар. Не расходуй своих денег. N. Эсĕ ху укçуна çухатрăн. А.-п. й. 45. Ларт хăвăн çурăму çине утлантарса, вара çул кăтартăп. Посади на свою спину, тогда покажу дорогу. Альш. Ялта ырă çын кирлĕ, ху тенĕ çин кирлĕ: ялпа ял пĕр тăрат. N. Эсĕ уншăн кулянса, çунса ан пурăн, санăн ĕнтĕ хăвăн хăвна çитрĕ пулĕ. N. Ху чĕлхӳне пĕлекене нумай çăмăл пулать тĕнчере пурăнма. Юрк. Йытă пӳрт çине пăхса улани çын вилессе пулат. Ху пуçна пултăр, тесен çынна сиен пулмаст. Тип-Сир. Пичĕшĕ ăна каланă: халĕ мĕнле кайса илес ĕнтĕ ăна, тенĕ. Шăллĕ каланă: эй, ухмах! ăçтан кайса илен ăна, кайсассăн та ху пуçна çиме кайни анчах пулат, тенĕ. Эльгер. Чăваш çынни, паттăрлан; ху ĕмĕрне ан çывăр.

ху каларĕш

как говорится. Юрк. Ху каларĕш, эпĕ те çапла леш тĕнчере пурăннă вăхăтра çынсене эрех ĕçтернĕ чухне ялан эрехе черкке çине тултарнă чух, тӳпипех тултарса ĕçтерме тăрăшаттăм.

ху

гнать. См. хăвала. N. Шр пулă хуса çӳрет, тепри тарать. Регули 150. Она хунăран (хуса) ăвăнтăм. Ib. 149. Он хунинчен (вăл хунăран) ăвăнтăм. А.-п. й. 44. Эпĕ сурăхсене хуса пырăп. Я пригоню овец. С. Айб. Шур кăвакал чĕппи кӳлĕ урлă, хуса каçасчĕ кӳл урлă.

хуйхăр

(хуjhы̆р), горевать, печалиться. Регули 55. Ут сотмаллишăн ан хуйхăр. N. Пирĕн питĕ хуйхăрса ыйăх та килми пулчĕ. А.-п. й. 103. Чухăн хуйхăрса килне таврăнчĕ те, хĕрне каласа пачĕ. Бедняк с горечью понес кудель домой и рассказал о своем горе дочери. || Тосковать. || Беспокоиться. Орау. Сăхман арки пĕр енчи усăкрах пулнă та, эпĕ уншăн хуйхăрмастăп. ЧС. Якуркка кăмака айĕнче пĕр хуйхăрмасăр выртать.

хулпуççи

холпоççи, плечо. N. Тата çĕлĕкне сулахай хулпуççи хушшине хĕстерме хушнă (ему велели). N. Çав çупа ун кăкăрне, хулпуççи хушшине (çурăма) сĕрнĕ. N. Йывăç юхнă пек юхрĕç хулпуççисем. Бугурусл. Эпĕ усал курасси ик хулпуççи тăрринче. Шибач. Икĕ холне кусава чиксе çакса ячĕ холпоççи çинчен, Скотолеч. 21. Хулпуççи ыратса уксахлани (о лошади).

хул хушши

хол хошши, подмышка. Якейк. Ăмăрт кайăк апи пор, хол хошшинчен кăларч те, мана туйя каях, тер; эпĕ туйран таврăнсан, калех хол хошшине хопас, тер. ЧС. Çĕлĕкне сулахай хул хушшине хĕстерет. А.-п. й. 87. Хăй пуçĕнчи çĕлĕкне хул хушшине хĕстерсе, пилĕк таран та-йăлса, йăлăнать çак улпута. Якейк. Калпакне хол хошшине чикнĕ. ЧП. Хул-хушшинче усрарăм. Собр. Эпĕр юрла пуçласан, хул хушшинчен пăхса кулатăр.

хула

хола, город. А.-п. й. 87. Сахар ирпе тăрать те, хăй ĕнине çавăтса, хуллен утать хулана. Ib. Тепĕр кунне хай Сахар çумне пуртă хĕстерчĕ, хыçне çакрĕ пăчкине, хăй платникле тумланчĕ, сухалне йăлт хыртарчĕ, хуланалла уттарчĕ. Букв. Шурă хуланăн хапхи çук. Юрк. Малтан хăйсен ялĕнчи шкулта вĕренсе тухсан, хулана та вĕренме леçет. N. Урамра хула курса çӳренĕ чухне çаксенчен пĕри ыйтать: мĕшĕн сирĕн хулăр пит начар? — тет. N. Акă ку та хулара пуян пулса пурăнчĕ. N. Ку Одесса хули пек чаплă хула ниçта та курман. Ст. Шаймурз. Вăкăр çинче хула ларат. Регули 1485. Эпĕ те тарçăпа хола пырса. Холара та, ялта та пор пӳрт онăн. Ib. 1423. Вăл хола кайнă та, килтман халь. Ib. 1433. Вăл ку хĕлте холара полнă, амăш патне кайнă. Ib. 1107. Холалла витрех (хола енелле) кайрĕ. Янтик. Хулана каймарĕ тем. Пожалуй, не в город ли ушел. N. Хола (в город) кай. Цив. Хола каймалла. Эпир çур. çĕршыв 26. Ку урам хулан вăта çĕрĕнчи чи вăрăм урамĕ. Н. Лебеж. Виçĕ ачана пытараççĕ хула çинчи сутпала. Альш. Ир те вĕл-вĕл, каç та вĕл-вĕл: ялан аслă хуланăн ялавĕ. N. Хулапала Лайăш хушшинче.

хум

хом, волна, вал. N. Тинĕс хумĕ çапса ӳкернĕ пек, хытă юстарнă вĕсене. N. Хум çапса киме шыв кӳрте пуçланă. Орау. Шыв хĕрĕнче ларса хумпа килсе ӳкессе кĕтет ку çын укçана. N. Пиçсе çитнĕ вăхăтра ыраш тинĕсри хум пек хумханса выртать. N. Халь тинĕс хĕрĕнче тăратпăр, тинĕс мĕле хом ярнине пăхса. Шурăм-п. Шыври çĕлен хум ярса, хыттăн ишсе тухрĕ, тет. КВИ. Чӳхенеççĕ хумсем, çил улать, шăтăр-шатăр юпа авăнать... Играют волны, ветер свищет, и мачта гнется и скрипит... Ib. Тинĕс хумне çапмарăм, çăлтăрсене тивмерĕм, эпĕ ача сыхларăм, ун сăпкине сиктертĕм. Изамб. Т. Çырмара хум хумхана пуçланă. N. Хумсем çыр хĕрне тухаççĕ. Волны набегают на берег. N. Ăна хумсем çыран хĕрринелле кăларса çапнă. Альш. Кăвакарчăн шыв ĕçет, çуначĕпе хум çапать. Макушк. Пурçăн çунатлă шур хурчăка ик çунатне çапать те хум ярать. УМ. Çĕршыв тăрăх савăнăç хумĕ кĕрлет çĕклесе çынсене. || В удвоении — волнуюшийся. Сорм-Вар. Хум-хум кĕпер, хум кĕпер, хумханмасăр каçмарăм; çӳл-çӳл кĕпер, çӳл кĕпер, çӳçенмесĕр каçмарăм.

хумхав

развевающийся. Альш. Мамăк минтер çине хумхав чаршав исе ларт. Ib. Ах аттеçĕм-аннеçĕм, кунтав эпĕ кайсассăн, илнĕ карăнтăк ялтăрĕ, хумхав чаршав хумханĕ, мамăк минтер хăпарĕ, ылтăн чĕкеç юрлĕ. (Хĕр йĕрри). Ib. Эх аннеçĕм, аннеçĕм, эпĕ ларнă вырăна хумхав чаршав илсе кар. (Хĕр йĕрри).

хумхан

хомхан, волноваться. качаться. Ала 21. Улпут пынă çĕре карап шыв çинче хумханса çеç ларнă, тет. N. Инçе мар, çынсем çӳлелле ывтăнса каввисем курăнать. Çĕр хумханса тăрать чисти шыв пик. Çынсем тупă сассипе ăнтан карĕç. В. Олг. Йӳç ( = йăвăç) тăрри хомханать. А.-п. й. 65. Ма парăп эпĕ ана хамăн йĕкелĕмсене,— тет юманĕ хумханса. N. Çилпе хумханса ларакан хумăш. БАБ. Хăмăш çилпе епле хумханать, çавăн пек хумханĕ. N. Çурти çунать хумханса. N. Юпа пуçĕ çине çутнă çурти сывлăшпа хумханса еррипе çуна пуçласассăн... N. Ан хумхансем, тăрри, ан суллансам, çил ăçталла вĕрнĕ, пуçĕ унта. Сĕт-к. Хăмăшлăхра хăмăш хомханнă, хомханнине сисмерĕм. Чураль-к. Хурăн тăрри хумханĕ, хура халăх пуçтарĕ. (Урай шăлни). Хора-к. Кайăкĕ тăрса кайсассăн, холли йолать хомханса. Янтик. Эй хуп кĕпер, хуп кĕпер, хумханмасăр каçрăмăр. Кĕвĕсем. Çӳлĕ тусем çинче курнитса, унăн чӳречисем шăвăçнитса: çиллĕ-тăвăллă кун хумханать, хĕрлĕ хĕвеллĕ кун ялтăрать. Альш. Çӳл ту çинче горница, чӳречисем ешел кĕленче, çиллĕ кун хумханать, хĕвеллĕ кун ялтăрать. Çутт. 154. Йĕри-тавра тĕтĕм-сĕрĕм хупласа илнĕ, вĕри сывлăш хумханса çеç тăрать. Янш.-Норв. † Аслă улăхра куккук авăтать, хура вăрман çине янратать, хура вăрман çине янратнипе ялти ватă-вĕтĕ савăнать, ялти ватă-вĕтĕ савăннипе сăпкари ача хумханать (качается). || Колыхаться. ГФФ. -† Куккук алтать, поçне охлать те, хорăн тăрри хомханать те, симĕс çулчи тăкăнать те. Кукушка кукует, кивает головою — макушка березы колышется, и падают зеленые листья.. ГФФ. † Орам хошшинчи йăмрийĕ, кайăксем тăрса кайсассăн, йомри йолать хомханса. Когда с ветлы, растущей на улице, улетят птички, тогда она так и заколышется. || Грациозно двигаться; веселиться, радоваться. С. Тим. Пуян кинĕ пулайăттăм, кĕреке умне тăрăттăм, кĕреке илемне кӳрĕттĕм, хурăнташсем умĕнче хумханайса çӳрĕттĕм. Рак. Çинçе пĕвĕм, хура куçăм, хумханĕ-çке çичĕ ютăн киллĕнче. Сред. Юм. Хура вăрман ăшĕнче çамрăк хурăк хумханать; хура хăлăх хушшинче çамрăк пĕвĕм хумханать. N. Айхай çинçе пӳçĕм, айван чунçăм, хумханать-çке ырă çын умĕнче. С. Дув. Тарăн çырма пуçĕнче хăмăш чипер хумханать, вăйçи маттур каласан, тавтăш чипер хумханать. Альш. Мĕшĕн савăнас мар, юрлас мар? Тăванăмсем тăраççĕ хумханса. Ib. Эп юрламасан, кам юрламалла: тавансем тăраççĕ умра хумханса. Н. Лебеж. † Выльăр-кулăр, терĕ вăл; вылянатпăр тьыха пек, хумханатпăр хăмăш пек. Бюрг. † Тăванлă çынсем хумханĕç, пирĕн пек тăлăх туратсем хурланĕç. Тайба-Т. Тăвансем пурри хумханать, тăван çукки хурланат. Юрк. Хурăнташлă çын хумханать, хурăнташ çукки хурланать. Пазух. † Туй варринчи туй ачи уçă сассипе ян ярать, ют çыншăн мар хумханать, хăйĕн варлă хĕрĕшĕн. Юрк. Сатра шăпчăк ян ярат. Вăл сирĕн пек юрламас, тепĕр шăпчăка чĕнмелле те, хытăран хытă юрлат вăл; туй варринчи туй ачи уçă сасси ян ярат, ют çыншăн мар хумханат, хăйĕн варлă арăмĕшĕн. Сред. Юм. Посра тырпôл полсассăн, ялти халăх хôмханать (веселится, движется). Альш. Хурăнташлă çынсем хумханмĕç, хурăнташсăр çынсем хурланмĕç. || Слегка горевать, беспокоиться, волноваться. Синерь. † Çакă çынăн хăнисем киле каясшăн хумханаç. N. Хăмла çырли хумханать, пирĕн хумханасси пĕтес çук. Ск. и пред. чув. 26. Юлан утпа хĕр каять, йĕрсе юрлать хумханса. N. † Амăшĕнчен хĕрне уйăрсассăн, ашшĕ-амăшĕ юлчĕ хурланса, ăратни-ăрăвĕ юлчĕ хумханса.

хунеçи

свёкор. Синерь. Тарья каларĕ, тет, старика: хунеçи, итле-ха, сирĕн пата эпĕ тĕлĕкре пынă пек.

хунтă

(хунды̆), помощь, содействие. КС. Вăл унта хăйне хунта шырать (ищет поддержки в обществе). Ib. Хăйне хунтăшăн анчах хăтланать вăл. Орау. Унăн хунти пур. У него есть помощь, покровитель. N. Эпĕ пĕчченех, хунтă çук та, мĕн тăвас? N. Сан тăрăх мана та хунтă тивет. Через тебя и мне будет поддержка (защита). || Авторитет, влиятельность. ЧС.

хуняма

хоняма, свекровь, теща. В. Олг. Хоняма, теща. Изамб. Т. Хунямам, свекровь моя. Ib. Хуняму — мать твоей жены или твоего мужа. Сред. Юм. Хуняму пит савать тесе апат çинĕ çĕре тĕл пôлакан çынна калаççĕ. В. Олг. Сăпаççипа хонь старика ырă срине ĕçтернĕшĕн, сăпаççипă хонямая ырă апат-çимĕçне çитернĕшĕн. Якейк. Хунямая йорас тесен пуçна кăшăл çапса пыр. Юрк. Хуняманăн пĕр кинĕ эпĕ пулăттăм, ĕçкĕрен ĕçке эпĕ çӳрĕттĕм.

хуньăм

хоньăм, тесть. Байгул. СТИК. Хуньăм, хуню, унăн хунĕ. ГФФ. † Акă ĕнтĕ, пăх ĕнтĕ, мана хоньăм йоратать. Ну-ка, посмотри-ка, как меня любит тесть! ГФФ. † Хоньăм патне килсессĕн поплемессерен ăш халап. Когда приезжаешь к тестю — что ни речь, то приятное слово. Чертаг. Хуньăм, хуннӳ, хуннĕ, тесть. Сред. Юм. Хуньăм, мой тесть. Пухтел. Унăн хуньăмĕ. Ib. Эпĕ унăн хуньăмне куртăм. Ib. Санăн хуньăмă (или: хуньăму).

хунăн

закрываться, затворяться, запираться. Ала 55. Тинех пĕлтĕм эпĕ кĕлете хупăнса юлнине. N. Хупăна тăран кĕлете уçла тăран турăмăр. N. Çĕр чĕтренĕ вăхăтра хăш çĕтре çĕр çурăлса уçăлса хупăнат, тет. N. Унтан куç хупанки шыçса каять те, куçĕ хупăнсах ларать (глаз совсем закрывается). N. Вăл унта пĕччен хупăнса пурăнса. Чăв. еп. пур. 15°. Унта вăл виç уйăх хупăнса ларнă. N. Пирĕн кил хупнат пуль. О сохр. здор. Çав чирсемпеле ялта темиçе кил-йышĕ вилсе пĕтсе, вĕсен кил-çурчĕсем пĕтĕмпех хупăнса лараççĕ.

хупкаç

хопкаç (хопкас’), крышка. N. Арча хопкаçĕ. Изамб. Т. Сăмавар хупкаçĕ (крышка), но: тупăх хуппи. N. В ульях: 1) аялти хупкаç, 2) çӳлти хупкаç, З) хĕрес (çӳлте). N. Топăт хопкаçĕ. Тюрл. Хупкаç, вĕлле алăкне хупмалли. || N. Чӳречĕрсем умĕнче эпĕ пынă чух чӳречĕр хупкаçсем силленчĕç. Кильд. Çӳлĕ кĕлет чӳречи, вырсла чӳречи хупкаçĕ.

хупла

хопла, покрывать, N. Хупла, покрыть (çуртана савăтпа). N. Сараппанпе хупласа, покрыв сарафаном. N. Марук аслă ывăлĕпе упăшкине çурнă пĕренесемпе хупласа тунă тĕттĕм сарайне хăварчĕ. N. Тата ан хупла, асту. Альш. Тӳшек ăшне хупласа хучĕç (икерчисене). ЧС. Пит вĕрирен пичĕсене çĕтĕксемпе хупласа тăраççĕ. Якейк. Çаксене порне те хорана ярса вĕретеççĕ те, çĕпрепе четвĕрт кĕленчишне ( = кĕленчи ăшне) ярса хопласа лартаççĕ. || Закрывать. N. Унтан вара пĕтĕм хĕвеле хупларĕ, çирĕм хăлаçран çын курăнмасть. Сред. Юм. Кăмака çăварĕнчен ăшă трук ан тохса кайтăр тесе кăмака çăварне хоплакан листока питлĕх теççĕ. N. Шăтăк çăварне хупланă чул. N. Кăмака çăварне питлĕх хуплани. N. Хĕвел каланă: „Çук, эпĕ вăйлă мар, мана çумăр пĕлĕчĕсем хуплаççĕ“, тенĕ. Якейк. Çил-тăвăл чох хăйăр вĕçсе пĕтĕм пĕлĕтпе хĕвеле хопласа лартать (илет). Шор-к. Чĕпписене хĕрхенсе çунат айне хопласа ларĕ. Кан. Апат-çимĕçе ялан хупласа хурас пулать. N. Кимми ӳпĕнсе хăйне хупласа хунă. Баран. 89. Кӳме умне карнине антарса хупласа хутăм. Книга для чт. 158. Хура тĕкĕсенчен пирĕн кунта нимĕн те тумаççĕ, анчах Африкă çĕрĕнче хĕвел пит пĕçересрен хупламалли сулхăн тăваççĕ. N. Çуни хамăра хупласа хучĕ. || N. Çырмана пĕтĕмпе хăва хупласа илнĕ. КС. Кӳлле мăк хупласа илнĕ. (Илчĕ — если сами наблюдали процесс). N. Ăна кавăн хупласа хĕвел тивертмен вара. || Затемнять. Цив. Çыннăнне ан ăмсан тени ĕлĕкхи вăхăтра халăх куçне хуплама çеç кирлĕ пулнă. || Замести. Баран. 96. Аяккинчи çула юр хупласа кайсан, çав çулпа иртсе çӳреççĕ иккен. || Залить. Орау. Шыв сасартăк (трук) юхса килсе хупласа илчĕ те, çыннисем япалисене те кăларимарĕç. Вследствие быстро нахлынувщей воды люди не успели вынести вещей. || Складывать. Собр. Пĕр хур çунатне хупларĕ те, пĕтĕм тĕнче хупланчĕ. (Каç пулни). || Зажимать. N. Çăварна аллупа хупла (зажми). Капк. Хĕнекенсенчен пĕри ăна çăварĕнчен хупласа çапла каланă (Париж урамĕнче). Кан. Тутине хупласа лартать. Зажимает ей рот. || Заглушить. Кан. Пурте пĕрле хутшăнса хăлхана хупласа лартаççĕ. || Мешать, надоедать. Сĕт-к. Пирн лакăм час шăршăнмасăр хоплать. N. Ĕçĕ нуммайи темех марччĕ вăл,— урăх ĕçе чарни хупласа тăрать. Якейк. Сирн ялсам тырăшăн килсе хопларĕç (аптратрĕç) мана (просили взаем). N. Куç курманни мар-ха унта, пĕлменни хуплать. Курм. † Ай пичи Ярмола, ай инке Варвари, суя пичи Михал пор; нимĕн суя полас çокчĕ, арлаççине кайни хопларĕ. ЧП. Пултран кĕпçи тĕл пултăм, татам çием тенĕ чухне çава касрĕ хупларĕ. || Погубнть. Хурамал. Кирлĕ япала çухалсан çухатакана калаççĕ: хупларăн ĕнтĕ, çтан тупас ĕнтĕ ăна, теççĕ. Г. VII. Хупларăн, анне, мана, хупларăн, çук çĕре (в бедное место) кайнă пулсан (замуж), ырă курнă пулăттăм (мне лучше было бы). Книга для чт. 52. Хуçа тĕлĕк курать: ун çине вĕтĕ чулсем тăкăннă пек туйăнать, чулĕсем: хупласа хуратпăр, хупласа хуратпăр, чĕрĕллех хупласа хуратпăр, теççĕ пек. Баран. 92. Вăл (лавина) пĕтĕм ялне çынни-мĕнĕпе хупласа хурать. Ст. Чек. Хупла çав çурта, хупла, пĕтер, ырă кун ан курайтăр. ЧП. Курайман тăшмансем хупларĕç.

хуплушка

переплет. Янтик. Хуплушкасăр кĕнеке пит час чĕркеленсе пĕтет. Ib. Эпĕ хам кĕнекен хуплушкине туман-ха. Капк. „Чăваш ялĕ“ шурналăн хуплушки.

хур

хор, класть, ставить, положить, поставить, строить. Ст. Чек. Кĕнекене минтер айне хутăм. Я положил книгу под подушку. А.-п. й. 4. Асаттепе иккĕн çĕклесе хума тăратпăр — хураймастпăр. Ib. П. Ваçлей нушана епле лектернине, ăçта хунине, епле çавăнтан вара пурнăçĕ малалла кайнине хунĕне тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕ. Василий рассказал тестю обо всем подробно: как он поймал нужду, куда положил, и как с того времени жизнь у него пошла хорошая. Ib. 71. Илсе хурас ăна кӳме çине, тет вăл ямшăкне. Ib. 71. Вилнĕ кашкăра кӳме çине илсе хураççĕ те малалла вĕçтереççĕ. Ib. 54. Йăви хăвăртрах сивĕнтĕр тесе, чӳрече çине пырса хучĕ. Ib. 94. Шурă халат тăхăнса, тухтăр пекех тумланса, сарă чăматан йăтса, тĕрлĕ кĕленче хурса, ĕне хӳрине чиксе, хуллен утать хулана. Ib. 77. Каçхине Ваçлей лаша кӳлчĕ те, нушана тытса хупнă арчана урапа çине хурса, вăрмана тухса кайрĕ. Вечером Василий заложил телегу, поставил сундук, взял железную лопату и отправился в лес для похорон нужды. Ib. 68. Çăнăхпа пĕрле вăл Пӳрнескене те илсе кĕчĕ, тет те, çăнăхне аламасăрах кăвас хурса лартрĕ, тет. КВИ. Анчах шăлнĕ укçине хăйĕн айне хурса ларнă. ГФФ. † Кăвак сăхман илемсĕр сак çинче хорса каснăран. Серый кафтан некрасив потому, что его кроили на лавке. Регули 854. Ман тырă (тыр) питĕ нумай, ташта хома вырăн топас. Н. Седяк. Вăя пуçланă чух шăпа тытса çăпатасене хурала хураççĕ (кладут под охрану). N. Кĕлте çыхнă чухне çурлана хулпуççи çине хураççĕ. ЧП. Атьăр тутăр кумар-и, варрине хура хурар-и? Янтик. Есир япалусене çакăнта хурайрăр. Ib. Килсен кала вĕсене, япалисене çакăнта хурайччăр. Ib. Эс, Хветĕр, çурлуна çакăнта хурайăр, никам та илес çук ăна. N. Урăх çĕрелле кайса хуман-и? Не положила-ли куда-нибудь в другое место? А.-п. й. 66. Пĕр карчăк кăмака умĕнчи кашта çине типĕтме вутă хунă, тет. Ib. 106. Çавăнта сарайне кайса хур, теççĕ хуçисем. Якейк. Тепĕр рет хорса каяс. Надо начать класть новый ряд (напр. кннг). N. Тăхлаччи пиçнĕ хура пĕр-пĕр савăтпа сĕтел çине пырса хурать. N. Эсĕ лашăна юпа çумне хур, ху тăрăх сак çине лар. N. † Айăм, айăм темесен ая минтер хумĕçĕ. НР. † Çырма орлă каçă хотăм. Мостки устроил через речку. Султангул. † Эсĕ леш енче, тăван та, эп ку енче, кил иксĕмĕр хурар та ай каçмине. Хуратсăн хур каçмине ай çӳçерен, пусмассерен вăль-вăль та ай авăнтăр. Н. Карм. Каçмăрсене хурсан çирĕкрен хурăр, каçмассерен каçмăр авăнтăр. || Прикладывать, приложить. N. Вăл хăлхине ĕçчена çумне хунă та итлет. Он приложил ухо к стене и слушает. О земл. Кĕнеке тăрăх мĕн пĕлнине ĕçе хума тăрăшаççĕ. N. Çитмĕл çула çитрĕм, çын çине алă хурса курман. || Ударить. Альш. Çакă çĕлен Ивана пырса хучĕ, тет (ударил). || Класть больного в больницу. Кан. Кусене эпĕ хамăр Пеловолшск пульнитсине хутăм. Сборн. по мед. Дифтеритпа чирленĕ çынна часрах больницăна хумалла, е ун патне доктора чĕнсе килмелле. || Привернуть (оглобли). Торп-к. Старик вăрмантан килсе торта хочĕ, тет (привернул). N. Кĕркури турта касса тухса хурать те, урапи çине хăпарса ларса, татах малтанхи юррах юрлать. || Пришить. N. Кĕрĕк çине хур. Пришить к шубе (о воротнике). ТХКА. 71. Çăварнире лаша ĕрĕхсе çурна кĕрĕкĕн çаннине çĕнĕ тир татăкĕпе анне пит лайăх сапланăччĕ, йăллисене çĕнĕрен хунăччĕ. || Заплатать. N. Йĕм çине тăхăрвун пилĕк саплак хунă пулнă. || Натягивать (о струнах). Якейк. Кĕслея çĕнĕ хĕлĕхсем хочĕç (натянули). || Набираться. Урож. год. Нӳрĕпе хăват хурса çитĕнеççĕ хумханса (травы). N. Самана лăпкă тăрсан, эпĕ хăват хурăттăм. || Ставить (самовар). Янтик. Кĕпер пенчи сăрлă юпа ут кăкарни пирĕн у ( = вăл), сăмавар хурса сахăр катни шур явлăкли пирĕн у. || Поставить (охрану). N. Халĕ (1906 ç.) вырăнĕ-вырăнĕпе хурал хунă, е салтаксем тăраççĕ, е казаксем çӳреççĕ. || Ставить в банк (в игре в карты). Орау. Малтан пĕрер тенкĕ хурса вылярĕç. Унтан икшер тенкĕ хура пуçларĕç. || Закладывать, заложить. Альш. 15 тенкĕ парса ятăм та, тăлăпне хăварчĕ хурса. Юрк. Хупаха хур. Заложить в кабаке (вещь). Ib. Хупаха хурса эрех ĕçеççĕ. || Начислять. N. Ун чухне банк укçана пит пысăк процента хурса пама пуçланă. || Творить (ставить) тесто, замесить. Юрк. Кăвас хур. N. Кӳптĕрме хур. Сред. Юм. Колаç хорса лартрăм. (Колаç пĕçерме чоста хорса лартсан çапла калаççĕ). Хурамал. Сăрана хатĕрлесен тепĕр кун ирхине икерчĕ хураççĕ те, каç икерчине пĕçереççĕ. || Назначать на место, на должность. Пухтел. N. Сана каллех ĕлĕкхи вырăна хурĕç. Альш. Унта вĕсем хăйсен хутлăхне пĕр хĕрне касначчея хураççĕ. Истор. Аслă княçа иккĕшинчен пĕрне хурасшăн пулнă. N. Пирĕн ялта шкул уçнă, унта çав Волкăва хăйне тиректăра хунă. Чăв. й. пур. 26. Сана куланай пухма хуратпăр. Ib. 26°. Сана куланай пухма хурасшăн, тенĕ. || Определить, установить. N. Вĕсем пĕтĕм халăх çырăва вĕрентĕр тесе çĕнĕ йĕрке хунă. Орау. Атăсене икĕ мăшăрне те кайса парас: хăшне тӳрлетет, вара пĕр мăшăрне хăй илсе тӳрлетнĕшĕн укçа хури (хурĕ-и)? N. Вут тупăнмарĕ, ыттине ĕçе хунă. || Решать. N. Йышăнмасан укçа пама пăрахăç тума хунă. || Накинуть. П. Патт. 13. Темĕскерле çын кĕрĕкне хулпуççи çине хурса тухрĕ. || Прикрытый. И. Тукт. Кайсан-кайсан, Ульянасене пĕр чăптапа витсе хунă лав тĕл пулчĕ. || Приказать, велеть. N. Çаврăнма хуратна, анма хуратна юланут çинчен? (Такмак). || Подать в суд. Чăв. й. пур. 210. Эпĕ каçармастăп, манăн ача вилет, эпĕ сута хуратăп, тенĕ. СПВВ. Сута хучĕç. || Чув. пр. о пог. 278. Хĕлле юр сакăн-сакăн пусма пек картлашкаллă пит нумай хурсан, çулла тырă-пулă пит лайăх пулать. Если зимою очень много насядет снегу ступеньками, как у лесенки, летом хлеб будет очень хороший. || Уродиться, родиться в кого. Юрк. Такам шуйттана эсĕ хунă! Ib. Митукăн амăшĕ те шарт тĕлĕнет: „Ачу масарĕ ку Митук, кама шуйттана хучĕ-ши? Пирĕн йăхра никам та ун пекки çукчĕ-çке“. N. Вăл амăшне те, пиччĕшне те хуман, пит çемçе çын пулнă. Регули 923. Пĕтĕмпех хама хунă. ÇМ. вăт. || Значит, надо полагать (?). Рукоп. календ. 1908. Шикланаççĕ хур.|| Почитать, ставить во что. N. Илтмĕтĕм сирĕн сăмахăра, чунăм чухлĕ хуратăп кăмăлăра. ÇМ. Этем чунне — выльăх чунĕ вырăнне ан хурăр. N. Эсĕ ман сумаха сумах вырне хумарăн. N. Пирĕн ватăсене чыса хураççĕ. Дик. леб. Çакна хăнăрсене чысламалли тĕслĕрен ĕçме-çиме вырăнне хурса выльăр. N. Кăмăл хурса, хĕрхенсе ман айăпа каçарсам. || Составить, сложить. N. Микула геройсене мухтаса юрламалли çĕнĕ юрă хучĕ. || Сравнивать. N. Петĕр çын чĕрине çăлкуçĕ майлă хурат.|| Зачесть. N. Эсир мана ку ĕçшĕн айăпа ан хурăр, тенĕ. N. Мана винавата хуран. N. Çавна та ĕнтĕ айăпа хуратна? || Давать (имя). Яжутк. Пирĕн ялта пĕтĕмпех (все) Шăнкрин ятлă, ахаль пуп çавнашкал хунă. || Девать. Хĕн-хур. Ачасене ăçта хурас! Вĕсене те пăрахас-и-мĕн? Толст. Çиллĕме ăçта хурам-ши? Юрк. Ай-хай, арăмçăм, сарă арăм, çта хурĕç-ши манăн чунăма? Чем люди живы. Кала эсĕ, укçăна ăçта хутăн? тет Матрӳне. Альш. Килĕнче хăйĕн пурлăхне ниçта хура пĕлмен. Ib. Сирĕн пек лайăх çынсем умĕнче ырă сăмахăма ăçта хурам-ши? Ал. цв. Каялла çаврăнса пăхать те, ниçта алă хума та вырăн çук. || Наливать. N. Сăра хур, наливать. || Пить. КС. Сăра ĕçтернĕ чухне: хур, хур, тесе сĕнеççĕ. || Оценивать. N. Хамăрне 50 тенке хутăмăр. Орау. Сурăха пĕр тенкĕ хучĕç. Оценили овцу в рубль. || N. Эсир канаш тăватăр пулсан, эпир ăна пĕтерĕпĕр; эсир пĕр-пĕр сăмах хурсан, вăл сирĕн пулмасăр юлĕ. N. Хампала иксĕмĕр хушăмăра эпĕ сăмах хуратăп. || Быть принятым. П.-Пинер. Пасара кайсан çын вали кулаç илме хуман. N. Уяра хирĕç юпăнчă илме хунă. N. Ывăла шаннă — хуран çеккĕлинчен тытма хунă тет, хĕре шаннă — алăк хăлăпĕнчен тытма хунă тет. || Потратить. Календ. 1907. Çĕре тухăçлăрах тăвас тесен, ăна ĕçлеме вай нумайтарах хурас пулат. || Пожертвовать. N. Вĕсем халăха ирĕке кăларасшăн хăйсен пуçĕсене хучĕç. || Развести (огонь). НР. † Уй варрине вут хуртăм. Среди поля я огонь развела. А.-п. й. 21. Такасем, пĕр-пĕринпе тĕкĕшессине шанса, шăнасран çапă пуçтарса вут хунă. || В чувашизмах. ЧС. Вăл (лошадь) е хирте е картăшĕнче ирĕк çӳренĕ чухне, ун патне тытас тесе ют çын ан пыра хур (и не думай подходить), хăна пĕр систермесĕр шартлаттарса тапса яратчĕ. N. Эпир çав ӳсĕр пекех пулас мар, хамăр ăса çухатсах хурас мар. Халапсем 27. Тархасшăн ан кая хур (не уходи), эсĕ пире тĕрмере çĕртсе пĕтеретĕн. Юрк. Ан кая хур. Не вздумай пойти! Чем люди живы. Çимун Михала ĕçне пырса пăхнă та, шартах сикнĕ: Михала улпут таварĕнчен вилнĕ çын пушмакки çĕленĕ хунă. Конст. чав. Инке каллех: ан ухмахланса çӳре хур эсĕ, ачам, апла, терĕ. См. Магн. М. 263. || В качестве вспомогательного глагола. Оп. ис. ч. II. Виçтерсе хур, эп пырăп. Вели взвесить, я приду (и возьму). Ib. Вăл çаран çине кĕре ан хур — пĕтрĕн вара. Не вздумай пойти на эти луга — погибнешь. ГФФ. † Мана савнă сар ача шотласа хонă ылтăн пек. Мой размиленький красавчик — ровно считанное золото. Оп. ис. ч. II. Лашине витине хупса хурат. Ставит дошадь в конюшню. Ib. Çил тухиччен акса хурас. Надо (заранее) отсеяться, пока нет ветра. Ib. Тĕтĕрсе пĕтерсен, шăналăка карчĕ те хучĕ. Окурив, она задернула полог. А.-п. й. 53. Кашкăр йăпăр-япăр тĕпсакайне анса кайрĕ. Йытти сакай алăкне шăнкăрт хупса хучĕ те, пас кăларса вĕрме тытăнчĕ. Когда волк забрался туда, собака захлопнула крышку, а потом принялась лаять. Ib. 90. Мĕн пур йăвăç купинче мачча кашти курăнмасть. Тупса хурсан кашталăх, тытăнăп тин ĕçлеме. Ib. 91. Çав вăхăтра Сахарĕ çыхать хурать улпута. Ib. 82. Хайхисем килĕшрĕç те, сумккăпа кив капансене улăштарса та хучĕç. Альш. Унтан (она) кукша качакине илет те, хăй качакине çыхса хурат, тет. N. Çапла вара илемлĕ чĕлхене пăсса хураççĕ. Чăв. й. пур. 33°. Ивана хăне ĕçтерсе ӳсĕртнĕ те, пылне вăрттăн илсе хурса сута-сута янă. N. Ухмах çынна ан хирĕçтере хур, вăл тем те туса хума пултарать. Янш.-Норв. Çапла вĕсем вара çураçса хураççĕ те, туй тума япаласем хатĕрлесе хураççĕ. Регули 958. Ĕнер туса хорас мĕн сирĕн. N. Сухи пуçпе сӳрине сухаласа пĕтернĕ ана çинчен тепĕр ана çине кайса хучĕ. Халапсем 15. Хай упанăн икĕ хăлхинчен ярса тытса часах урапине кӳлсе те хурать. N. Агаша йĕре-йĕре Корней пичĕ çине таса тумтир витсе хунă. N. Палач вĕрене хăвăрт туртса илнĕ те юпа çумне çыхса хунă. N. Çитсен (по прибытии) мĕн тăвассине вăл малтанах вĕрентсе хунă. Истор. Ывăлĕсене вăл хăй сывă чухнех пĕрер хула парса хунă. Шăна чир. сар. 19. Шăнасене пистерттерет, нумайĕшĕ тата вырăнтах шăнасене вĕлерсе хурать. N. Пĕр кулак çапла каларĕ, тет: „Пире пĕтĕмпех пĕтерсе хурасшăн“, терĕ, тет. N. Ӳсечен (?) çăнăх исе хурайтăн-а? N. Авал пĕр пысăк пуçлăхран ыйтнă, тет: „ Эсĕ тĕрмене лартакан çынсем хушшинче пит лайăх çынсем те пур-тăр-çке? — тесе. Пуçлăх пăртак шухăшларĕ, тет те, каласа хучĕ, тет. N. Тепĕр çын тата. „Чăн пирĕн çарансем питĕ начар, анчах вăл выльăх çӳренĕрен мар, çулсем çапла килчĕç“, тесе хучĕ. N. „Çапла вăл, Микулай, çапла; Ваçлей пурне те пĕлет вăл“, тесе хучĕ Ерхип. Кн. для чт. 65. Хăйне ниçта кайса хума пĕлмен. N. Каç пулсан пулла кайăпăр тесе ăман чакалтаса хутăмăр. Имен. Ашшĕ ăна хирĕç илме тохать. Алăк оçса хочĕ. Хора-Çирма. Эсир уншăн ятласах хумăр, тесе шутларăм. Думаю (думал), что вы меня не будете за это слишком бранить. (Из письма). Орау. Йăтăнса анса пусса хурĕ (придавит). N. Алтса хур (вырыть). ЧС. Çапла тетен (у брата) сулахай алли типе пуçласан хай этем: „Акă ку керемет çеремĕ хай Михелене мĕн туса хунă, тетчĕ (т. е. что сделал ему киреметь за распахивание киреметевой земли). N. Иле хăйне ырăлăх тунăшăн Якку çапла туса хунă. КВИ. Пиччĕш хăйĕн шăлнĕне чиксе хучĕ укçашăн. N. Хула хапхине хупса хунă. N. Вĕсене епле пĕтерсе хунине (как истребили) илтсеттĕмĕр эпир. N. Чӳрече çумне хĕрлĕ вĕрен çыхса хур.

хурлан

хорлан, противоположно савăн; печалиться, грустить, горевать, расстраиваться, тревожиться. N. Вăл çын вилнине илтсен, эпĕ питĕ хурлантăм (опечалился). А.-п. й. II. Ман пӳртре кăмака çине тахăшĕ улăхса выртнă та, ниепле те кăлармала мар. Тилĕ те, кашкăр та, упа та кăла-раймарĕç,— хурланса калать, тет, кайăкĕ. ГФФ. † Эпир контан кайсассăн, хоçи йолать хорланса. Когда отсюда мы уедем, хозяину станет грустно. НР. † Манран савни уйăрлать, манăн чунăм хурланать. От меня милый уходит, на душе у меня тяжело. Шарбаш. Сĕм вăрманта ват юман, хумханмалăх хулли çук, хурланмалăх атти (отец) çук. N. Эпĕ те аттенĕн сывлăшсăр ӳтне курсассăн питĕ хурланса макăра пуçларăм. N. Ку пиçмона илсен, кăмăл пит хорланчĕ. N. Чон хорланса килчĕ. N. Эпир кунта çӳретпĕр ерленсе-хурланса. ЧП. Ай-хай ача Петĕр пур, арăм çукран хурланать. Чураль-к. Кайăк каять кушланса, хăви юлать хурланса. Сĕт-к. Анатри чăвашшань йоррисане йорласа ктартрăм та, Пльоккасань амăш хорланса макăрч. Юрк. Хурăнташ ăру хурлăхан пек, эпĕ хурланса çӳремерĕм, çапах салтак туса ячĕç. С. Дув. † Аттерен-аннерен уяралатпăр, чунсем хурланмасăр мĕн тутăр. (Солд. п.). КВИ. Асапланма, хурланма вăл çамрăк чун çĕр çине йăтса пынă аллинче. Он душу младую в об’ятиях нес для мира печали и слез. Бюрг. Ыттах хурланас мар, шухланас мар, пире çынсем калĕç шух тесе. || Обижаться, огорчаться. Е. Орлова. Эпĕ она окçа памарăм та, вăл хорланчĕ. N. Чун хурланчĕ. Обидно стало. Буинск. Аслă çулсем хĕрн те ай хумăшлăх, хумханаç-çке ямшăкăн пушипе, ай-хай çинçе пӳйçĕм, çамрăк пуççăм, хурланаç-çке çичĕ ют сăмахпе. НР. † Апай каларĕ йăвăр сăмах, кули чунăм хурланмасть. Мать сказала мне горькое слово, как мне не огорчиться.

хурлăх

хорлăх, горе, печаль. ГФФ. † Саркаланма сар кĕрĕк, поçтарса çыхма симĕс пиççи; ят çĕклеме яштак пӳ, хорлăх корма çамрăк поç. (Авалхи юрă). Шуба желтой дубки на то, чтобы разгуливать вольготно, зеленый кушак на то, чтобы опрятно им подпоясаться. Моему стройному стану достались людские покоры, моей молодой голове — печаль и горе. (Из старой песни). Сам. 18. Ак халь урăх: иртрĕ хурлăх. ЧП. Ан хур, тăванçăм, пуçна хурлăха. || Обида, поношение, хула. N. Çын мăшкăлĕ, халăх хурлăхĕ пултăм. || Беда, несчастье, бедствие. N. Сунар. Ак тамаша, эпĕ сана çав тĕрлĕ пысăк хурлăхран (от беды) хăтартăм та, эсĕ мана çиесшĕн тата, тенĕ. Ib. Вăл ача пит ăслă пулнă, пĕчĕклех хурлăхне пĕтерме шухăшланă. Тяптяево. Курпун (конек - горбунок) каланă, тет: „Ан ил ăна (его, т. е. перо), илсен уншăн пит нумай хурлăх курăн“, тенĕ, тет. Баран. 15. Хурлăх кунсем килсе çитсен кама ӳксе пуççапрăн? Вир-ял. Ай аттеçĕм-аннеçĕм, мĕн хурлăхшĕн çуратнă-ши. Никит. † Алкум вĕçĕнче сăрлă юпа, мĕн хурлăхшĕн сăрланнă-ши. Ай аттесем-аннесем, мĕн хурлăхшĕн çуратнă-ши. (Солд. п.). Кан. Ачам-пăчамсемпе хурлăха ан хăвар. N. Хурлăх ятне çуралнă ывăлăр. Юрк. Çын хурлăхне тух (попасть в чужое бедственное положение. КС.). N. Тепĕр çул вăрçсан, питĕ хурлăх пулатĕ. || Гнет, страдание. ÇМ. Çут тĕнчере йăвăр хурлăх кам ытларах тӳснĕ? Ib. Ачаранпах хурлăх чулĕ мăйĕ çине çакнă. N. Кив мăшкăлран, хурлăхран ирĕклĕхе тухрăмăр. Я. У. Вăл çамрăк ĕмĕр пачĕ мана та халăха, çĕре çапçа антарчĕ, пытарчĕ хурлăха. || Мученье. Панклеи. Ĕлĕкреннех есрелĕ килменнипе хорлăх корса порнатпăр эпĕр, теççĕ. || Болезнь. Панклеи. Патша хĕр çичĕ çол хорлăх корса порнать, тем чол ăста чĕртме хăтланса, тем чол амал пĕтереççĕ те, çавах ним осă та полимасть. || Несчастный. С. Дув. † Хурлăханран хура çырла çок, пирĕн пек хурлăхлă çын та çук. || Трудно. КС. Вăл пӳлĕмре пит çырма хурлăх. Ib. Ĕçлеме хурлăх пулнă. N. Кунтан ĕçĕрнесси питĕ хурлăх. Хир-б. Çамрăкла тăна кĕмесен, ватăлçан тăна кĕме питĕ хурлăх. || Тяжело. Бес. чув. Ăна ку япала ытла йывăр пулнă. Ытла шел! Ытла та хурлăх, тенĕ Микулай хăй ăшĕнче.

хура

хора, черный. См. йĕпкĕн-хура, хуп. N. Мамăк тушек сарса, чаршав карса, кăчăк туртса юлчĕ хура куç. N. Хура куçлă хĕр, черноглазая девица. КВИ. Хура куçлă хĕр инçе, хăйĕн хитре пӳртĕнче. Черноокая далеко в пышном тереме своем. N. Хура çилхеллĕ лаша, черногривый конь. ГФФ. † Пирĕн поç çинче хора калпак. У нас на голове черная шапка. Якейк. † Пуçăм толли хора калпак, пуçа тăхăнса çӳремесĕр хора халăхран уйăрлтăм. ГФФ. † Татьян сăхмань хора сăхман, Иван тĕлне çитсессĕн арки вăр-вăр туса пырать, Иван тохтăр, тет, корнать. Полы Татьянина черного кафтана, как дойдет она (Татьяна) до Иванова дома, начинают раздуваться, как бы говорят: выходи, Иван! ГФФ. † Хора тăлăппе мохтанать. Хвастается (своим) тулупом черной дубки. ГФФ. † Пирĕн алăра хора алстой ( = алсатуль). У нас на руках черные голицы. ГФФ. † Пирĕн орара хора кĕççат. У нас на ногах черные валенки. Сет-к. † Хора çăккăр çийиччен шор колачах çиер-хе. Шишкин. † Эсир ăма пит хора? — Хора çăкăр çинĕрен. Сĕт-к. † Авоç килет ман тантăш кăвак лашине выльятса, хора çонине янтратса. Т. Григорьева. Хура ĕне сĕчĕ тутла, теççĕ. А.-п. й. 70. Тухать, тет, пуян арамĕ хура ĕнине сумашкăн. N. Хура халăхпа, хĕрĕ-хĕрарăмĕпе, ачи-пăчипе, çак хура вăкăрпа асăнатпăр, тав тăватпăр сана, учук турри. А.-п. й. 5. Ĕлĕк пĕр карчăкпа старикĕн пĕр пысăк хура кушак пулнă. Оп. ис. ч. II. † Хура сăсар йĕрне йĕрлес мар, атте-анне ятне ярас мар. Не надо (мне) искать по следу черную куницу, не надо (мне) позорить имени отца-матери ГФФ. † Хора йос çи тирĕнчен те ялккас калпак çĕлетрĕм. Из шкурки черного горностая сшила шапочку. N. Саманисем йывăр, чунăм айван, авкаланап хура пăлан пек, тесе юрлатчĕç авал. Оп. ис. ч. II. † Хура чĕкеç ларнă çирĕк çине, ик çунатне янă ирĕке: юратнă тăванăм килнĕ чухне, ярам-и кăмăлăма ирĕке? Опустилася на ольху ласточка черненька, распустила свои оба крылышка вольненько; как приехал мой родимый, развернуться что ли? Дать свободу ретивому, дать сердечку воли? В. С. Разум. КЧП. † Хура-хура кушакăн çăнĕ ( = çăмĕ) йăл-йăл курнатĕ. Чаду-к. Çав вăхăтра Иван хура туя илнĕ те çĕлен патшине çапнă. Бигильд. † Хусан варринче хура юпа, мĕн ырлăхпе (для какой пользы) лартнă-ши? Бюрг. † Çамкасене çырнă хура çыру, сĕтпе çуса ярсах пулмасть-çке. Ск. и пред. чув. 73. Кĕтӳ хыççăн урампа хура тусан хăпарать. N. Мăн çол çинчи хора тосанне хора-тор лаши хоскатрĕ. Орау. Пĕтĕм яла хура пĕлĕт хупласа илчĕ. Ск. и пред. чув. 69. Икĕ куçĕ хуп-хура, икĕ хура шăрçа пек. И. Тукт. † Хура шăрçа хушшине те йĕпкĕн мерчен ан тирĕр. НР. † Пахчи, пахчи, çĕмĕрт пахчи, çĕмĕрт çисе ӳсрĕмĕр, эх, ӳсрĕмĕр,— çампа хура пултăмăр. Сады, сады, черемуховые сады! Питаясь черемухой выросли мы, потому, видно, черными мы стали. Регули 716. Çав хорараххи çирĕпрех. Альш. † Хура Атăл урлă каçмарăм, Шурă тинĕс шывне ĕçмерĕм.|| Темный. ГФФ. † Хора та вăрман варĕнче çутă та кулли пор, теççĕ. Среди темного леса, говорят, есть светлое озеро || Вороной. См. йĕпкĕн-хура, хуп. ГФФ. † Йăван лаши хора лаша... Ивана вороная лошадь... НР. † Хура лаша çилхине йĕс турапа турарăм. Вороного коня гриву медным гребнем расчесала я. ГФФ. † Веçа килет пирĕн йысна хора лашине сиктерсе. Вот едет наш зятек. Его вороная лошадь весется вскачь. А.-п. й. 71. Кӳмине виç пар маттур хура ут кӳлнĕ, тет. Пазух. † Хура кăна лаша, катра çилке, килĕшет хура çул çийĕнче. Юрк. Хура лаша вăрлакан шĕшкĕ айĕнче тăракан, пуйăн хĕрне вăрлакан пĕр пус укçасăр хăтăлакан. Кума-к. Тухсассăн (вылезши оттуда), хура лаша çуни çине вотă нумай тиерĕм, тет || Нечто черное, чернота. Артюшк. Ача калат: ав лере пĕр хура курăнат (что-то черное виднеется). Собр. Ирхине тăтăм та тула тухрăм, тулта хура-хура курăнать, хура мар-çке, хуралтă. || Çиç. çиçрĕ кĕм. 75. Вăхăт та ĕнтĕ хура кĕре сулăнчĕ. N. Пирĕн хура кĕртенех çимелли пулман, выçă тарăхнă. О сохр. здор. П. Эпир сивĕрен хăраса хура кĕрпех кĕрĕк тăхăнса çӳресен, нихçан та çара уран çӳресе курмасан, вара чăнах та хамăра хамăр ачашлаттарса яратпăр. || Виçĕ пус. 6. Пусса акмасăр хура хăварса кантараççĕ. С. И. Иванов. Хурана шуратса хăварсан, чипер шăтса тикĕсленме пар, тикĕсленсе çитсен шăркана чипер лайăх ларма пар. (Из моленья). N. Ман анасене хура вырттарса ан хăварăр. || Редко. Бес. о земл. Пĕр тĕлте йывă, тепĕр тĕлте хура (сайра) ан пултăрччĕ тесе чухлас пулать. || Черное место. Альш. Ниçта пĕр хура курăнмас. Нигде не видно черного места (где бы не выросла трава). Каша. Хура вăрманта хура çук, хура сăрху лашусене кӳлсе пыр. || Бесснежный (дорога). К.-Кушки. Хура çул, бесснежная дорога. N. Утсем ырхан пулчĕç, çулсем хура пулчĕç: çитеймерĕмĕр вăхăта. Чăв. й. пур. 10. Хура çĕрте унăн лаши туртайман (весною). Бес. чув. 1. Ялсенче тĕл-тĕл хура курăна пуçларĕ, кĕперсем, тусем ытларах та хуралса карĕç. || Поздний (об осени). СТИК. Хура кĕркунне, поздняя осень (октябрь и начало ноября). N. Хура кĕркуннеччен, до поздней осени. Хăр. Паль. З. Акă пирĕн Пальля мăнкунтан хура кĕркуннеччен чавса шыççипе тата çăпанпа асапланать. || Глухой (о ночи). Якейк. Сăпаççипă атия: хора çĕрле çӳреме хора лаша исе пач. Собр. Хусантан илтĕм хура лаша хура çĕрле çӳремешкĕн. Якейк. Пирĕн мочийăн хора лаши хора çĕрле (в глухую ночь) тăрсассăн йĕвенсĕрех тыттарать. N. Ялта та хура çĕрте сасă-чĕвĕ пулмĕччĕ. N. Пирĕн пиччен хура лаши хура çĕрлерен кĕçенет. Сред. Юм. Хôра çĕртенех (в конце или середине осени) пĕррĕ кайса корнăччĕ те, çавăнтанпа такки кайман-ха. || Черная кайма. Альш. Атьăр тутăр кумар-и, варрине хура хурар-и? || Чернила. ЧП. Хурапала çырнă хутсем çинче аттепе анне ячĕ пур. Ib. Тăвансем патне хурапала салам çырса яма юрарĕ. N. Хот çине хора пĕр кĕрсен каймасть. || Грязный. Ст. Чек. Хура арăм-çке ку, кĕпине те çума пĕлмес (грязная). N. Хора кĕпе, грязная рубаха. Цив. Пурте тухаççĕ: ачисем те, ашшĕ-амăшĕ те, пурте хура кĕпи-йĕмĕпех пыраççĕ. С. Тим. Хура ура сырмарăм (не обулась в грязные онучи), урам урлă каçмарăм (не перешла). Кама 59. Питна-куçна çу малтан, хăвăнтан хура тар юхать. Ачана варалан! Бес. чув. 5. Унта вăл малтан хурарах таварсем: кăраççын, тикĕт сутнă. Юрк. Алă-шăллине хурине патăн-çке, çук-и çавăнта тасараххи. || Грязь. Шурăм-п. Юрпа çăвăнсан çич çул кайман хура каять. Тогач. Пĕве çитрĕм, çира хура каймарĕ. (Кăмака çамки). Трхбл. Шурă кĕпе час хуралат, хĕрли çапах хурине çĕклет (т. е. не так скоро марается). || В переносном значении. КС. Ят пăсăлнă çыннăн халăх çинче хура витмест (не имеет влияния на народ). Ib. Унăн ашшĕ-амăш пуян та, хурине витерет, тетчĕç авал чух. Орау. Хура витмест. Его слова не имеют веса (при брани), так как он себя замазал чем-то дурным. М. Ăнтавăш. Унăн нимĕн хури те çук. Он — беззащитное, безответное существо. Собр. Хурапа шурра паллакан пулăр. Будете разбираться в вещах. || Черный = некрасивый. ГФФ. † Сăнăм хора, ăсăм кĕске... Сам я черный (некрасивый), ума немного... || Черномазый. ГФФ. † Çампа хора полнă эпир. Потому (видно) я уродился (таким) черномазым. || Смуглый. Сред. Юм. Хôра хĕр = смуглолицая девица. Актай. † Ай ухман Степан, суйламасăр хĕр илчĕ, сарри-хури тиркемер. СПВВ. ПВ. Хурарах-су сăнлăскер. Юрк. Атте ывăлĕ сарă ывăл, ыталаса вĕл çывăрат. Анненĕн ывăлĕ хура ывăл, кунне виççĕ хĕнемесĕр кун каçмас. Шел. II. 16. Хут çийĕнче анчах тăрса юлĕ... хура тĕссĕм... салху мĕлкеçĕм. N. † Айта, тантăш, киле кас, сана сарри кĕтет поль, мана хори кĕтет поль. (Свад. п.). N. † Сарри сăмавар лартнă поль, хори хоран çакнă поль, çмарта пĕçерсе хонă поль. (Свад. п.). Н. Лебеж. Ялтан яла эпĕ çӳрерĕм хуньăм хура хĕрĕ ӳсиччен; тыт куркăна, хуньăм, лар вырăнна, тайлайса тăрăп умăнта. Собр. Хуннĕм пачĕ хура хĕрне хура çĕртен чупмашкăн. || Чужой, чужак. Кильд. Çичĕ ют хура чăвашсем атте килне пухăннă. Хура выражает чужое, не близкое тебе. N. Хура çын ĕçне пурне те пĕлсе çитерейместĕп. || Большой. Самар. Хура вăрман айĕ такăр пулсан хăтăлаймĕ тилĕ пур пулсан. Когда в большом лесу станет гладко, лисице, если она будет, не уйти целой. Тайба-Т. † Хура вăрман хĕррине капкăн хутăм юртса пыран хĕрлĕ тилĕшĕн. || Много, Сред. Юм. Хôра вăрман пик нăмай (очень много). Турх. Эп çуралнă шывçĕрте хура-хура вăрман пур. Ала 55°. Çул çинче хуп-хура халăх (тьма тьмущая) ман хыçран чупаççĕ. || Резкий (о ветре). N. † Вăш-вăш вĕрет хура çил, мăкăнь çеçкине çавă тăкать. N. Вăш-вăш вĕрен хура çил, тăвăр ăрамсене типĕтет. || Горький (о слезах). Янш.-Норв. Пусмисем умăнче кĕтсе те килмесен, хура куççулĕсем тухнă пулĕ. Ала 99. Хура куçшульпе макăрать. Горько плачет. Якейк. † Ирех тăтăм ирĕксĕр, хура кушшульпе пит çурăм. (Солд. п.). || Мрачный (о думах). Полтава 40. Кетмăн хура шухăшне хĕр юратни тартас çук. || Сильный (о заморозках в мае). ЧП. Сатри улма чечекне хура тăм ӳксе пĕтерчĕ. || Г. А. Отрыв. † Эпĕ савнипе уйăрлнă кун пĕлĕтлĕ кун пулайрĕ, хура çăмăр çăвайрĕ. N. Хурăн тăрри хумханать, хура çăмăр кĕтет пуль. N. Сирĕн пӳрт çине тренче витнĕ, хура çумăр çуса хуратнă, çавăнпа тимĕрĕн курăнать вăл. Чăв.-к. Çĕр çĕклейми пӳртсем ларттартăм, хура çумăр килчĕ хуратрĕ, хура чусли тесе ыйтаççĕ. || Злой (враг). Юрк. Урама тухма халăм çук: курăна тăрат хура тăшман. У меня нет возможности выйти на улицу: (как не посмотришь, все) злой враг стоит перед моими глазами. Ст. Шаймурз. † Ĕнтĕех те çинçе пӳçĕм авкаланать хура çын аллинче. Янш.-Норв. † Хура çăварлă халăхсем, евчĕ килне кĕменни атте килне сырса илнĕ. (Хĕр йĕрри). Чăв.-к. Кив Улхаш чăваш — хура чăваш, мана илме килнĕ пулĕ. (Хĕр йĕрри). Бур. Кĕмĕлех те çĕрĕ ахах куç, хур пулминччĕ хура çын аллинче. || Горный берег (?). N. Эсир вутă йăлăмра туни, хурара туса-и? || Назв. болезни (о глазах). Кан. Хура карнă куç кастарнă хыççăн куракан пулнă. || Назв. растения. В. Олг. Хура, былинка, чернобыль (?). Шибач. Хура = сухая полынь. Бур. † Çил вĕрмесĕр хурасем хумхансан, тупăлха-тăр тетĕп эп ăна. Альш. † Çил вĕрмесĕр хура (т. е. хытхура = хура эрĕм) тапрансан, тупăлха-тăр тетĕп эп ăна. Тайба Т. † Çил вĕрмесĕр хура (мăян е эрĕм) ай тапранат, тупăлха-тăр тетĕп эп ăна. N. Хура = хăвра.

хурал

чернеть, темнеть. N. Хĕвел анăç енчен хуралса тухма пуçлаççĕ. Ачач 13. Эх, çутă кунăм! Эсĕ те маншăн хуралтăн пулать. Нюш-к. Атăл çи хуралчĕ. Над Волгой тучи. Никит. Вара кайнă ачи чирлесессĕн çав укçа хуралса тăрать, чирлемесессĕн çуттипех выртать. Чăв. й. пур. 10. Çуркунне урам хушши хуралсан. СТИК. Куç хуралса карĕ (потемнело в глазах), пуç çаврăнса карĕ те, унтан вара ним те астумастăп. Орау. Куç хуралса килчĕ те, эпĕ вара çĕре ӳкрĕм. У меня потемнело в глазах, и я упал. Ib. Пуçран ăричаккипе çапрĕ те, пĕтĕмпе куçпуç хуралса килчĕ, пуç минкĕресе карĕ. Ib. Куçлăха тăхăнмасан темĕскерле куçа хăйăр сапнă пек пулса куç хуралса килет (неясно делается в глазах, как вроде решета крупного). Ёрдово. Çулсем хуралса юлаççĕ. || Грязниться. НР. † Апай исе пачĕ шурă туттăр, çыхсан кули хуралмасть. Мать купила мне белый платочек; если носить, как он не загрязнится. Кан. Алшăлисене те хуралса кайиччен çуса парать. || Омрачаться. N. Сирĕн çинчен аса илсен, куçăм-пуçăм хуралать, кунăн çутти çухалать.

хурал

хорал, охрана, стража, караул; ночной обход или дозор. N. Ял хоралне те тăмастчĕç. Юрк. Эпĕ çапах та хуралла кайса çӳреме юратмастăп. СТИК. Пирĕн атте пит чухăн, акă ĕнтĕ вăл виç çул хуралра çӳрет. N. Тата хăлĕ виç эрне ытла ĕнтĕ хуралта пурăнатпăр. N. Укçа хуралинче тăратăп. N. Эпĕ халĕ ку çырăва хуралра çыратăп. N. Эпĕ çӳреп хулара хуралра (в карауле). Орау. Ăна хурала тытрĕç. Ib. Ăна хурала хушрĕç (назначили). Актай. Хурала хăвар, оставить в качестве караульщика. Беседа. Хурала тух. N. Хурала кĕме ан шухăшлăр. N. Вăл кунта (т. е. в Чебоксарах) хуралта пурăнать. N. Куçăм хурал йĕркисем улăшăннине курсах тăратчĕ.

хурал лар

караулить, сторожить. С.-Устье. Эпĕ кăшт çывăрам, эсĕ хурал лар.

хуралаш

хоралаш, отвечать друг другу, возражать, перечить, прекословить, спорить, опровергать. N. Ăна хирĕç хуралашма, унпа сута тăма, вăл этем мар çав. N. Унпа хуралашас тесессĕн, ун пин сăмахĕ çине пĕр сăмах тавăрса калас çук. N. Ана хирĕç никам та хуралашса сăмах ан тавăртăр. Тюрл. Мĕскер эсĕ хоралашса тăратăн (спорить, не соглашаться). Сред. Юм. Мĕн пит хоралашса тăран вара эсĕ манпалан, эпĕ сан ачу-и мĕн? Ib. Çынпа пит ан хуралаш, усалтарахин тĕлне пулсан лектерме те ӳркенмĕ. N. Хуралаш = хуравлаш. См. хурулаш.

хурăм

хорăм, форма. Собр. Пĕчик акен хурăмĕ çурăк. (Хуртпуççи). Якейк. Эпĕ паян пасарта хорăмлă çынна кортăм. Ib. Çак хорăмпа иртсе кайнă çын кам? Сред. Юм. Пиншакăн хôрăмĕ пит илемлĕ. || N. Хĕрĕсем те ачисем те пăсăлчĕç, йĕрĕх хорăмне прахрĕç, шохăлĕ хорăм кая пуçларĕç. || Сажа. Смоленск. Хурăм пек хулăм хура пĕлĕт тухсан çăмăр пулать.

хорăн шу

(хоры̆н ш̚у), березовица. Сятра. Хорăн шу потьканса ларать (каплет). Панклеи. Праçнăкра Йăван пичĕш патне ĕçлеме каять. Ĕçсен-ĕçсен, Йăван: „Отăр халь ман пата,— тет,— пăртак хорн шу йохтарса квас тусаччĕ эпĕ те“,— тет. Пичĕшсем: „Сан пата, конта лайăх сăра ĕçсе çӳренĕ чох, хорăн шупе хырăм карăнтарса ларма пыратпăр-и?“ — теççĕ.

хурпăхан сапаки

кисти смородины. ГФФ. † Отма çолпа пынă чох та эпĕ пынă чох хорлăхан сапаки çапăнчĕ. Когда я шел по (этой) тропинке, задел за кисти смородины.

хурçă

хорçă, сталь. N. Пурта хурçă хывтарнă. Альш. Сирĕн пек лайăх çынсем умĕнче юрлама чĕлхем вĕçĕ хурçă пулинччĕ. Якейк. Пуçна тимĕр кăшăл çап, чĕлхӳ вĕçне хорçă ху. ЧП. Чăн хурçăран хайчă эпĕ хывтартăм. || . Стальной. N. Кĕркурне урхамахран маттур хурçă ут (трактăр) пама пулчĕç.

хурçă

яства. N. Çĕнĕ çимĕç астивнĕ чухне калаççĕ: çĕнĕ хурçă, кив çăвар; килес çул кунтан маларах. Альш. Атте-анне килне хăна пулăр, тунă хурçи пулмин, çăкăрĕ пур. Ib. Пиçнĕ яшки пире мĕн, тунă хурçи сире мĕн. Т. VI. 37. Çырлах, çĕнĕ хурçăпа (тырă) асăнатăп, витĕнетĕп, пĕр пĕрчĕ сапса пин пĕрчĕ пар... (Из моленья „Чӳклеме кĕлли“). Собр. Эпĕ хăна пулнă чухне эсĕ ан ӳкĕн, тур ирттере патăр хурçăра (т. е. пусть вознаградит вас сторицею за ваше хлебосольство). Менча Ч. Эй, ырă чӳклемем, çырлаха пар, çунатлă хурăмпа, пиçнĕ хурçăмпа сана асăнатăп, витĕнетĕп, çырлаха пар, ырă туррăм, ырă чӳклемем! (Из моленья).

хуршăмми

большое птичье перо. СТИК. Паян эпĕ çулпа пынă чух икĕ хуршăмми тупрăм. Пĕри хурăн хуршăммийĕ, тепĕри темле вĕçен кайăк хуршăмми. Сред. Юм. Хоршăммине касса, он ăшне пĕчик патакран авăр туса кӳртсе лартса, хоршăммин пĕчик пуçне паранк кӳртсе лартса пăшал пик персе çӳреççĕ, çавна хоршăмми пăшалĕ теççĕ. || Перо (для письма). Юрк. Пĕр икĕ уйăх ытлашшипех аллăма хуршăмми тытса çырни çук. Букв. Хуршăмми тытан хур пулман, тет.

хусах

хосах (хузах, хозах), холостяк, холостой. Хвалынск. Çамрăк-çамрăк хусахсем утсем хатĕрлеççĕ. Илебар. † Çак уллахра мĕн йĕрри пур, ют хусахăн йĕрри пур. Бугульм. Самарпа Сакмар хушшинче куян выртать парĕпе; хусахсем тытмарĕç хурласа (т, е. считая негодными, плохою дичью), пурсуйсем тытрĕç мухтаса. Шибач. Хосах, аланман ача. Тогаево. Вара авланнă çынсем çывăрма выртаççĕ, хосахсем, хĕрсем пыçтарăнса тортмалла копăспа йорласа тепĕр çĕрте çăлакансем патне корма каяççĕ. Юрк. Эпĕ çул хĕррине тухрăм та, мана хирĕç хусах пырать. „Эсĕ мана пыратна?“ — тет. N. Лучше хусах пуçăн ĕмĕр ирттĕр, тетчĕç авал. || Парень. ЧП. Пирĕн ял витĕр хусах çулĕ. Синьял. Çак ял виттĕр Хусан çулĕ, Хусан çулĕ мар, хусах çулĕ. Юрк. Пирĕн пӳрт çумĕ хусах çулĕ, хусах çулĕ мар, уллах çулĕ, çĕрĕн-кунĕн айăх çук. Шел. 104. Ак пирĕн хыçран ик хусах килет. Панклеи. N. Такмакран икĕ хосах сиксе тохаççĕ те, Кокшана пуçран шакка пуçлаççĕ. Тогаево. Вара амĕш вилсен хосах ачи сывалнă, тет. Ib. Çавăн пек пĕр ялта пĕр арăмăн хосах ачи чирленĕ, тет. Сред. Юм. Хôсах ачапча, парни. || Вдовец, вдова. Сред. Юм. Хôсах арçын, вдовец или совсем неженатый старик. N. Хусаххăн пурнакан, вдовец. N. Хусах арăм, вдова. Сред. Юм. Хôсах матка, вдова. Якейк. Хосах арăм тесе опăшки вилнĕ хĕрарăма калаççĕ. Ib. Арçынна та арăмĕ вилнĕ пулсан, хосах теççĕ. N. Ача-пăчаллă хусах арăмсене пулăшса тăмалла. Анчах хăш-хăш ялти çынсем çавăн пек хусахсене пулăшса, пăхса пурăнас вырăнне пушшех хĕссе аптăратса пурăннă. Сред. Юм. Хôсаххăн порнать, живет вдовцом или вдовою. N. Эпĕ хусахăн пурнаймăп ĕмĕрех. || Птица без самки или самца. Орл. Хусах хур (не имеющий гусыни) пек çӳрет (как в воду опущенный, печальный). Юрк. Эпĕ халĕ те пулин, хусах хур пек, пĕр пĕчченçи пĕркеленсе пурăнатăп, авланман. || Пухтел. Хусах хур = чĕпĕ кăларман хур. Чертаг. Хусах хур, чĕппи вилсе пĕтсен. Б. Хирлепы. † Пĕччен юрă юрласан (если спеть), хусах тăрна сасси пек.

хусах юпа

значенне не вяснено. ТХКА. 8. Эпĕ хам та нумай çӳрерĕм, таçта та çитнĕ пуль,— килте хусах юпа та лартман эпĕ.

хускан

трогаться, двигаться. СПВВ. ПВ. Хусканат. Орау. Турĕ лар, ан хускан, асту. Сред. Юм. Эс пĕр ларнă чôхне чипер, вырăнтан хосканмасăрах лар-ха. N. Вăл ман хулпуççисене урисемпе пуснă та, эпĕ хусканаймастăп та. Çăварни. Унăн умĕнче (перед ним) пĕлĕт хусканĕ, хĕвел тĕттĕмленĕ. || Шататься. N. Шăл хусканать. N. Юпа хусканать. Столб шатается. || Чув. пр. о пог. 207. Ĕлĕк пит йывăр ĕç ĕçлесе çĕмĕрĕлнĕ çыннăн шăмми-шакки хусканса ыратсассăн, çанталăк йĕпене каять. Когда у человека разбитого от очень трудной работы, заноет тело,— к ненастью. || Томашиться, забегаться, засуетиться. N. Пĕтĕм хула хусканнă. Чув. пр. о пог. 262. Хуртсем хускансан, йĕпе-сапа пулать. Если пчелы толкутся, будет ненастье. || Орау. Ăна илтсен, ман пĕтĕмпе чĕре хусканать.

хуçлан

складываться, подгибаться, поджиматься. Толст. Хампа пĕрле эпĕ хуçланакан вырăн (кравать) илсе тухнăччĕ. Çамр. хресч. Микихвер Матрӳнĕ çулталăк ытла урисем хуçланнипе вырăнтан тăмасăр выртать.

хуçтармалла

складной. Имен. Эпĕ хоçтармалла орапапа пырап.

хуçа

хоçа (хуз’а, хоз'а), хозяин, владелец; купец. Орау. Ку çăпатан хуçи çта? Юрк. Хуçисем паллă кăна пысăк хăнине тытăнаççĕ мĕн пурĕпе силлеме. Ib. Хуми çӳллĕрен ниепле те тушне (тушу овцы) тепĕр енне ывăтса каçараймасть; хуçи хăй патне пынине курмасăр тек асапланать. ЧП. Пĕр икĕ çавра юрă юрласшăн хаварас мар хуçин кăмăлне. Хуçи хуçа ятлă мĕн, сăрисем пыл пек тутлă мĕн. N. Эсĕ, Марье, нумай пулать-и хуçана кĕни? Кам хушрĕ сана манран иртсе пурăнма? N. Ĕлĕкхи хоçи (мой) тĕл полчĕ. Якейк. Ĕçес-çияс хуçаран, калаçас-колас хамăртан. Кильд. Вара вăл хăй те хуçана ӳкнĕ. N. Хуçанăн сылтăм енче çĕнĕ пӳрчĕ пур, тултан сакăр кĕтеслĕ, шалтан тăватă кĕтеслĕ, çине шатрун виттернĕ, ăшне калтир турттарнă. Çав çĕнĕ пӳрчийĕн сакăрвунă сакăр сакки пур, пĕр саккине пире выляса кулса ирттерме памĕ-ши? Тата унăн çичĕ çулхи вăкăрĕ (вăкăри) пур, мăйраки кĕмĕл, чĕрни ылттăн, мăйракипе çĕр чавать, чĕрнипе çул хывать. Çак хуçанăн аслăк тăрринче пĕр кăркки пур, унăн-кунăн кускаласа çӳрет, уна икĕ çулччен тытайман пусман, халĕ туй халăхĕшĕн тытнă пуснă, сĕтел çине лартнă, çуначĕпе витнĕ. Курм. Хуçа апачĕпе: чăкăтпа, çӳкӳпе. П. Пинерь. Килмĕттĕм эпĕ çак киле, илемлĕ иккен хуçан ĕçкисем. ГФФ. † Эпир контан кайсассăн, хоçи йолать хорланса. Когда отсюда мы уедем, хозяину станет грустно. ГФФ. † Хоçи тохрĕ те курмашкĕн те. Вышел поглядеть хозяин. ГФФ. † Хоçи çӳрет савăнса. Хозяин ходит и радуется. А.-п. й. 18. Утар хуçи илтсессĕн, иксĕмĕрĕнне те тирсене сӳсе кайĕ,— тет. ГФФ. † Порнеллĕ те перчаткă тахнас мар, хоçасен чонне хорлантарас мар. Уж не будем надевать перчаток, чтобы не огорчить этим купцов. ГФФ. † Самар алстоль сар алстоль, Самар хоçи йышăнмасть. Самарский купец не признал за свои самарских желтых толиц. ГФФ. † Номай окçапа мĕн тăвас? Эпĕр хоçа полас çок та, хоçа ятне илтес çок. На что нам много денег? Купцами нам не быть, не нам носить имя купца. А.-п. й. 71. Çав вăхăтра çулпала пĕр хуçа вĕçтерсе килет, тет. || Хозяйство. О землед. Кил-хуçара сухапуçĕсем анчах пулсан, навуслă анасене плуксемпе сухаланă пекех сухаламалла. || Ходар. Пире тата кайăкран-хуçаран, вăрăран-хурахран, вутран-кăвартан, шывран-шуртан, тĕрлĕ хуйхăран, тĕрлĕ чиртен, тĕрлĕ асапран — хăтар пире.

хоçалат

сделать хозяином. ЧП. Хуçа хĕрне хуçалатса эпĕ кĕрем-и? См. Магн. М. 241.

хут

хот, бумага. N. Эпир пӳрт ăшчиккине хут çыпăçтартăмăр. ТХКА 4. Эпĕ профессăр мар, ăслăлăха нумай вĕренмен, пăртак шурă хут çине хуратса çыркалама, алă пусма çеç пĕлетĕп. Артюшк. Хăй хут пек, йĕп чиксе кĕмес, туп. (Вăл пулĕ келенче). Собр. Хусан çинче хут вылять, Хусан илемне çав кӳрет. N. Хăят чиркĕвĕ хут çинче. ГФФ. † Кĕтмел аври хот полчĕ те, манăн савни йот полчĕ. Брусничиая трава стала бумагой, моя милая стала чужой. || Письмо. N. Пичче вилнĕ хот килчĕ. N. Икĕ хот хяль ола-хыçлах кисе (пришли). N. Эсир хот ма питĕ сахал çыртăр? N. Тата нумай çырмалли, тулĕк хут çине кĕмест. N. Эпĕ сан хута пĕр маях алла илтĕм. N. Халĕ хăвăн хоту çинче те килчĕ атрĕсу. N. Ман упăшка хут яман-ши? N. Эпĕ пыракансенчен хотсам парса ярсаччĕ. N. Пирĕн пата хот ямасăр ан тăр. Якейк. Çак хота хирĕç эп хот ярас темесп. Я не хочу ответить на это письмо. Ib. Эп он хотне уçса воларăм та, кальлях çыпăçтарса лартрăм. Н. Сунар. Ун патне хут ӳкерсе яр. N. Çак хотран йолап сив чирпе. || Деловая бумага, документ. N. Пĕр-пĕр ĕç хучĕ çырнă чухне. Турх. Чавкасем саккун хучĕпе виçĕ çерçие чĕннĕ, тет. (Авалхи юмахран). Юрк. Пĕр ерне яхăн çапла ют хулара пĕр хутсăр-мĕнсĕр граф Игнатьев ячĕпе пурăнсан, хайхисем хăйсен хулине тавăрнаççĕ. Çĕнтерчĕ 46. Комсомол яччейккипе пионер отречĕн клупĕ тесе çырнă хут çапнă. || Грамота. N. Эпĕ сире çырăва (хута) вĕренесси çинчен каласа кăтартас тетĕп. ЧС. Эпĕ хут вĕрене пуçласан, кирĕметрен хăрави ахалех пулнине кăшт туя пуçларăм. Байг. Кушкăра хут вĕренсе килсен, эпĕ пĕрмай кĕнеке вулаттăм. N. Хута вĕрен. N. Хута вĕрент. Трень-к. Эпĕ ача чухне хĕлле хут вĕренме çӳреттĕм. ТХКА 14. Хут вĕреннĕ çын. Абыз. Çитĕнтернĕ, хут вĕрентнĕ. Курм. Авал чăвашсене хут вĕренме питĕ йăвăрччĕ. Сред. Юм. Хôт патне ятăмăр. Послали учиться. N. Ачасам хот патне карĕç-и? Б. Янгильд. Эпир хĕлле хут патне кайнă чух ялан мулкачă йĕрлеттĕмĕр. Сред. Юм. Эс хота пĕлет-не? Знаешь ли ты грамоту? Якейк. Тияк мари полччăр-и, хот воласа ларччăр-и, шор пĕремĕк çиччĕр-и. N. Хусан тиекĕ мĕн ĕçлет? Çыру çырать те хут çапать. || Бумажный. Чăв. й. п. ЗЗ. Вăл укçасем пурте хут пулнă иккен. А.-п. й. 99. Унтан улпут кăсйинчен пĕр кирпĕç пек хут укçа кăларса илсе шутларĕ.

хутла

учиться, грамота. Капк. Эй, инкесем, аппасем, хĕрсем, хутла вĕренме тытăнар. Трак. Хутла вĕренме шкулĕ те çывăхра пулман. Качал. Ĕлĕк пĕр карчăкăн икĕ ывăл пулнă, икĕш те Йăван ятлă, тит. Икĕшне те карчăк хутла (вĕренме) пачĕ, тит. Якейк. Ачая хотлая патăм. Ib. Хотларан тавăрăннă чох йăтă чут толласа тăкатчĕ. Ib. Сан хотлупа тем тăвать поль Çтуппан, ахалях вăл лайăх порнать. Больно, чай, нужна Степану грамота, он и так хорошо живет. Курм. Эпĕ сакăр çул ăшне кайсан, мана хутла патне чĕнчĕç. Пирĕн пыл парса, укçа парса юлма вăй çитмер. Б. Олг. Эп хотла вĕрентĕм ик çол. Курм. Хотла пĕл. Ib. Ун чухне чăвашсем хутла йĕркине пĕлмесĕр çапла аппаланса пурăннă (т. е. делали суеверные обряды) = И В обмен на бумагу.

хут

раз. Кан. Виççĕ çурă хут ытларах. Янтик. Пирвайхи хут эпĕ çварнире карăм, иккĕмĕш хут хрен эрнинче карăм. А.-п. й. 15. Питех те вăйлă япала-им вăл апла? — тесе ыйтать йытти, кашкăр çинчен пĕрремĕш хут (первый раз, впервые) илтекенскер. Орау. Иккĕ кайса ик хутчен те чей ĕçрĕм (оба раза). Чув. кален. 1911. Апата кунне виç-тăватă хутчен парас пулать. Орау. Эп ун патне виçшер хут кайăп (буду ходить по З раза), Якейк. Виç хут сан пата килтĕм, итто сана коримарăм. Кн. для чт. 102. Пăртак ларсан, тарăн юр çинче пĕр-ик хут малалла сикнĕ те, каллах кайри урисем çине ларса ун-кун пăхма пуçланă. Ой-к. А мĕн çĕр хут каласси пур ăна? Эпĕ сана тахçанах пĕрре каланă вĕт, терĕ, тет, старик. Зачем же повторять это сто раз? — сказал старик,— ведь я уже говорил тебе однажды об этом раньше. А.-п. й. 35. Тăрна тата тепĕр хут ыйтать: Тилĕ тус, сан ăсу миçе, манăн пĕрре те юлмарĕ ĕнтĕ?–тет. Ib. 81. Виççĕмĕш хут каять. Ib. Пăрçине ку хутра та тăм илсе каять. Регули 1044. Пĕрер хут анчах текен. Ib. Икшер хут килтĕмĕр сан пата. N. Пĕр конта темиçе хут килет. Завражн. Пĕрре килсе кайсан, тепĕр Хут часах килчи? Баран. 105. Шăнкăрчă çу каçиччен икĕ хут чĕпĕ кăларать. Иккĕмĕш хутне кăларсан, ватă шăнкăрчисем çамрăккисене пухса кĕтĕвĕпе вĕçсе çӳреççĕ. КВИ. Вилнисене юрăпа шăтăк ăшне антарчĕç. Ĕречĕпе вырттарса виççĕ ӳксе пуççапрĕç, ури çине тăчĕç те виçĕ хутчен пуç тайрĕç. || Шурăм-п. Пирĕн пĕр хут çине аксан та, ик хут çине аксан та пĕр пекех пулать, теççĕ. Ib. Нăрваш енелле пĕр хут çине çеç акнăран акана пĕтере пыраççĕ. Сред. Юм. Хытти хутне тумалла. Нужно вспахать землю, лежавшую под паром, в первый раз. Баран. 100. Пĕлсе ĕçлекен хуçа малтанхи хутне кĕркунне сухаласа хăварать. N. Пĕр хутпа та пулин акса хăварăр. || Изамб. Т. Чӳречесем пĕчĕккĕрех те, тăватта-пиллĕкрен ытла пулмасть. Усем те пĕр хут кăна пулаççĕ. Орау. Сĕтне ик хут чӳрече хушшине лартнă. Поставили молоко на окно, между двух рам. Ib. Хĕлле эпĕр сĕте шалти хут чӳрече хушшине лартатпăр. Ала 6°. Çичĕ хут тимĕр алăк. || N. Арçынсем пĕр хут кĕпепех урапа çине кĕлте тияса киле турттарса каяççĕ. Изамб. Т. Чăвашсем çула кайнă чухне темиçе хут тăхăнаççĕ. Ст. Айб. Пĕчиккĕç пукане пур, пин хут кĕпе тăхăнать. (Купăста). N. Виç хутăн явнă шăрçаланса тăракан кантăра. N. Хитон — вăл çавнăллă кĕпе пек, пĕр хутăн та, икĕ хутăн та тăхăнма юракан тумтир. Регули 1045. Ик хучĕпех тăхăнса кайрĕ вăл, кĕрĕк-сăхманĕпех. Якейк. Эп паян сивĕрен виç хут кĕпе тăхăнтăм. || Этаж. Панклеи. Çӳлти хут, вăталăх хут, аялти хут. N. 6 хут тăринче пурнатпăр. Кан. Виççĕмĕш хута шыв хăпартать. || Слой. Орау. Чĕлхен пĕр хут тирĕ сĕвĕнчĕ юлчĕ. || Складки. N. Виç хут аркăллă шур кĕпе. || Выçăхакансем: Ламппă пулсан, çутчăрччĕç пĕр хутчен. Халапсем 31. Карчăкĕ те кăна шеллесе: пĕр хут кĕр эппин, тет (ну ладно, переночуй что ли). N. Апла халăх хĕн курнине куриччен, вăрçăра вилер пĕрех хут, тесе çырнă леш салтакĕ. || Помощь. N. Вĕренме ан пăрах. Итак халĕ алă хутне пынă пек те, çапах та ăна пăхас пулмас, ӳссен пит кирлĕ япала.

хутла

повторять; умножать, помножать. N. Иккĕ хутлă пĕрене. || Съездить (сходить) куда-либо (один или несколько раз), разьезжать взад и вперед. Шурăм-п. Пĕрмаях пĕрин патĕнчен тепри патне хутлаççĕ. N. Тата (кроме того) пĕр минутрах виç-тăват пин çухрăма калла-малла хутламалла пек туйăнат тет. Кажется старухе, ставшей вупăр’ом, что она может на 1000 верст перенестись в 1 минуту. Янш.-Норв. Евчи çапла сăмах çӳретсе темиçе те хутлат, кайран вара чисти килĕшеççĕ те (уговариваются), хĕр ашшĕ патне çураçма каяççĕ. Изамб. Т. Эпĕ пĕрре Тимеше хутларăм (= кайса килтĕм). Тюрл. Çорпилĕке миçе хутларăн. Сколько раз прошел от конца до конца (напр. при бороньбе, пашне). Пшкрт. Эп паян он патня виççĕ хутларăм (З раза сьездил, сходил). Хурамал. † Кӳлнĕ лашасем сарă пулсан, саккăр хутлăттăм Самара. Панклеи. Пĕр çĕртех ку виç саркавая виççĕ хутласа тавăрнса ларттĕр. N. Вăл Йăваншăн Пăрачкава тиректăр патне темиçе хутланă. || Складывать (бумагу), сгибать, перегибать. СТИК. Хутла хутла картлама пек туса хунă (сложено гармоникой, напр, бумага). Толст. Унтан çуначĕсене хутланă та, йăви хĕррине ларнă. Изамб. Т. Эп хут хутларăм (сгибал бумагу). Ст. Чек. Малтан шултра, кайран янăçемĕн вĕтрен вĕт хутласа майласа яраççĕ. Нюш-к. 2 кĕтессинчен хутласа З кĕтеслĕ туса каçан хыçне хулпуççисенчен çакнă. Шел. 64. Хӳрисене пурне те хутла-хутла тӳленĕ. || N. Киремечĕ, соккăрскер, хăй пĕччен никама та тытса хутлаймас. Н. Яха-к. Выльăхсем анса шыв ĕçрĕç пулĕ, путса ларнă пулсан та тытса ан хутла. (Из обращения к воде в „шыв мимри чуклени“). || Грести на лодке (?).

хут

топить (печку, баню). N. Кăмакана вут хутни. Орау. Паян кăмакана хутса çунтартăн-и эсĕ? (истопил ли?). N. Хветли кантăр типĕтме мунча хутнă. Ашшĕ вăл мунчине хытă хутасран хăранă. Хветли ашшĕне каланă: эпĕ мунчине чулĕ хĕрмеллех хутман, тенĕ. N. Эпир пӳрте улăм (улăмпа) хутатпăр. Ромс 29. Вутă хутса çунтар, истопить печь. Орау. Кăмака хутса ятăм эп, те çунать, кайса пăх-ха. N. Ку таранччен пĕчик пӳрте вота хутман-ха. N. Эсир вут хутрăр-а паян? N. Эсир пӳртĕре мĕн (мĕнпе) хутатăр. Сборн. по медиц. Хĕлле е кĕркунне йывăр сывлăша туртса тăтăр тесе кăмакана хутах тăрас пулать. Изамб. Т. Кăмака хутса яраççĕ. Затопляют печку. Абыз. Хутса лартас, затопить. || Мочить (мочало, лен, коноплю). Изамб. Т. Шурă тăвас тесен шыва хутаççĕ (лен). N. Ку çырмана кантăр хутаççĕ. Якейк. Çапса пĕтерсен кантăра е йĕтĕне хотаççĕ. Ib. Эп паян ик солă кантăр, пĕр солă йĕтĕн хотрăм. Ib. Эс кантăр хăçан хотас тен? — Эп сус хотса кăларни эрне ытла уш. Ib. Эп сӳс хотса кăларнăранпа теминче кон та ирттĕр поль. Кан. Йĕтĕнпе кантăра хутмалла. Ib. Вăрăм Ухваниç Лăриванĕ ял хушшинчи пĕвене курăс хутнă. Б. Олг. Каран вара хотаччĕ кантăрне те, посине те, шура выртат виç эрне. Баран. 153. Çăка хуппине вĕсем шыва хутаççĕ. N. Кантăр хутма кайнă. N. Мунчала хутма кайнă. Поса кантăрне хотса кăларчĕç. Сред. Юм. Кантăра çапсан пăртак çемçелме шыва кайса пăрахнине — кантăр хутас теççĕ. || Ставить спряденные ннтки в золе в печку (белить нитки). Б. Яныши. Хора кораксем килсен, чăваш хĕрарăмсем часăрах çипсем хотса (пĕçерсе) пир тĕртме тытăнаççĕ.

хутăшлă

смешанный, смешанно. Б. Олг. Пăрлă хотăшлă йор çуат. N. Юрлă хутăшлă çăмăр çăвать. Изамб. Т. Час-часах кантарпа пуса хутăшлă арлаççĕ. N. Ах, ку хутăшлă япала! Авăртма йăвăр-çке, инки, чула хыт сăтăрать. ТХКА 84. Эпĕ ĕнтĕ çавăнпа чăвашпа тутар хутăшлă çын. N. Хăвă шухăшла, еплĕпе юнлă хутăшлă шăв ĕçрĕмĕр. Сунт. Юлашки кĕреçе мăянпа хутăшлă тыррине ывăтма тăнăччĕ Хватей, вара ырашĕ те сăвăрса пĕтетчĕ.

хуттăр

хоттăр, моток. Пшкрт. Мыслец. В. Олг. Хоттăр, моток ниток в виде косы. Б. Олг. Хоттăр (при тканье). Ст. Чек. Хуттарти пĕрчĕ-тăватă хуттăр йиççи тăршшĕ. Ib. Çăваççĕ хуттăра, пĕветеççĕ. СТИК. Пĕр хут-тăр çип пĕветрĕм. Ib. Хуттăр çума каяс-ха. Ib. Çипе хутăрсан хуттăр пулать. Орау. Паян эпĕ хуттăр хутăртăм сакăр вунă турăм (восемь „вун“). Якейк. Хоттăр хотăраççĕ, ӳкереççĕ, кĕллеççĕ, йĕпетеççĕ.

хуть те

хотя бы, что угодно, какой угодно, любой, что бы ни, кто бы ни. ЧС. Никампа та пĕр сăмах калаçма хушмаççĕ, хуть те аçу пулсан та. Янш.-Норв. Ыттисене хуть те мĕн ту (что хочешь), хуть те хăвна пурте парăнса тăтчăр. N. Есир ман умра чарăнса тăрăр-ха, эпĕ калаçам, хуть те темĕн çитсе вăрăнтăр хама. Ст. Яха-к. Вĕсем вара çав çуна çине пĕр йĕркесĕрех ларса тулаççĕ; хуть те кирек те кам (кто угодно, хоть кто) лар, чармаççĕ. Чув. календ. 1910. Хуть те мĕнле чир те вĕсемсĕр пулмасть. Янтик. Хуть те мĕн ту манпа (мана), эп çапах санран юлмастăп.

хуш

хош, велеть, повелевать, приказывать. А.-п. й. 89. Унтан хăйĕн тарçине çапла хушрĕ хăтăрса. Ib. 81. Хушрĕ улпут тарçине пĕр лашине тăварса хăвалама çав çынна. Ib. 71. Хай хуçа кашкăр тĕлне çитет те, ямшăкне лашасене чарма хушать. Ib. 90. Тарçă тухать урама, кĕме хушать Сахара. Чăв. й. пур. 7°. Вăл хушмасăр çырман. Он писал не по личному усмотрению, а по приказанию. Юрк. Мана ĕнтĕ çын килсе хушас, вĕрентекен тетем çук. Ib. Мĕншĕн тухса каймастăн? Кай! Эпĕ сана киле кайма хушрăм, чармастăп, кай! — тет. Шорк. Эпĕ она вăрмана вотă патне кайма хошрăм. Я велел ему ехать в лес за дровами. N. Сирĕн унта ĕçе хушса тăраканни кам? (распорядитель). СЧЧ. Вăя (отец) вара çемьесене (нашей семье) пĕрне те чӳк тума хушми пулчĕ (стал не велеть). || Поручать, наказывать (что-нибудь сделать): Тораево. Пурне те ĕç хушса пĕтерчĕ тет (надавал поручений, работы). N. Çынна хушас ĕçе хам тăваттăм. Чубаево. Çавăнпа эпĕ аттепе анне мана ĕç тума хушмассерен, эпĕ çапла калаттăм: эсир мана хут вĕренме ярсан, эпĕ тума хушнă ĕçсене хавасланса тăвăттăм, теттĕм. N. Эпĕ сире йăвăр ĕç хушам. А.-п. й. 38. Сана йăвăр ĕçех хушмастăп. || Просить, приглашать, предлагать. N. Аннене яшка пĕçерме хушрăм. Альш. Пĕрре пупсем çӳреççĕ те, кусем патне кĕреççĕ, тет. Ку ача пупсене ларма хушат, тет. N. Тăвансене хушма та аптăранă ĕнтĕ (эпĕ). || Советовать. А.-п. й. 103. Чухăн сутьесем патне каять те, хĕрĕ хушнă пек калать. Бедняк отправился к судьям и сделал так, как советовала дочь. Ib. 104. Чухăн каять те, хĕрĕ хушнă пек калать. Бедняк пошел к судьям и поступил по совету дочери. N. Пирĕн Иван авланас тет. Эсĕ мĕн хушатăн? || Назначать. Орау. Ăна кĕçĕр хурала хушрĕç (в караул назначили). || Роить. Альш. Çӳлĕ тусем çинче çуртсем пур, вуникĕ те вĕлле хуртсем пур. Çуллен çур хушмантан ӳпкем пур. || Прибавлять. Собр. Тухсам, тухсам, Ухаххи, çур çула çитсессĕн çунат хушса вĕçтерес. Кан. Ĕне начар, ӳт хушмасть. N. Иккĕшĕ те чăрсăрланса вăй хушаççĕ пĕрмай. Микушк. Шав-шав вăрман, шав вăрман, мĕшĕн шавлать çав вăрман? Турат çумне турат хушасшĕн. Ib. Шав-шав халăх, шав халăх, мĕшĕн шавлать çав халăх? Чун çумне чун хушасшĕн (старается поддерживать свой род). Лашм. Кĕр каять те çур килет (хура чĕкеç), шур курница çумне çурт хушать; эпир кĕр каяс çук, çур килес çук, атте-анне çуртне хушас çук. Бес. чув. 23. Христоса ĕненекенсем ăна хăйсем шухăшласа кăларса Евангелиене хушса çырнă тенине те илтнĕ эпĕ. || Преувеличивать. Орау. Чăннине калаçать тесе ĕненмелли çук ăна, вăл пĕр сăмах çумне çĕр сăмах хушса калаçать. КС. Хошса кала, преувеличивать, прибавлять. || Приписывать. Янтик. Лаша вăррине, Иван, сана хушаççĕ. Кражу лошади, Иван, приписывают тебе. Сред. Юм. Мана вăрланă тесе хôшаççĕ, еп-ха патне те пыман. N. Çынна хаяр сăмах каласа, усал ят хушса (приписывая неблагопристойное деяние какое-либо), е шуйттан тесе кӳрентермерĕн-и? N. Хăшĕ тата хăйсене пĕр-пĕр ушкăн çумне хушса, кама тĕл пулнă ăна ятласа çӳреççĕ. || Ревновать. N. Арăмне çын çомне хошать. N. Ехрем арăмне Ваçук çумне хушать. || Позволять. Юрк. Ачасене эрех ĕçме хушмаççĕ. Шел. II. 67. Хăй патĕнчех выртма хушрĕ. Пустил на ночлег к себе. || Произносить, сказать. С. Айб. Савнă тусăм пырать çулпала, çитсе сăмах хушса пулмарĕ. N. Сăмах хушайми пулнă. См. турткалаш. Сред. Юм. Эп онпа пĕр сăмах та хошман. Я с ним ни слова не говорвл. N. Патша мĕн ыйтсан та, вăл аран-аран, ирĕксĕр пĕрер сăмах хушса пынă (произносил, говорил). N. Куçма пуçне суллакаласа ăна тепĕр хут сăмах çумне сăмах хушса каласа парать. Юрк. Старикки çапла сăмах хушсан, ку часрах кушиле çине улăхса та ларат. НР. † Чун савнине курасчĕ, хушаясчĕ виç сăмах. Милого увидать бы, сказать бы ему три словечка. А.-п. й. 6З. Утах малалла. Эпĕ пули-пулми япала мар, сан пеккисемпе сăмах та хушмастăп,— тет йăмри мухтанса. || Примешивать. О сохр. зд. Çав çусене вара пăрçа, çăнăх, купăста пеккисем çине хушаççĕ. || Сложить (в арифметике). N. Кам виçĕ пус хошакан пор? N. Хушса, катса, хутласа, уйăрса (валеçсе), тата шăрçапа шутлама, тĕрлĕ сатачсем тума вĕрентнĕ. || Заменить. N. Пӳрте пĕрене хуш. || Прививать. Чув. календ. 1910. Çĕр çул ĕлĕкрех Европара чечче хушма тытăннă та, çав чиртен çынсене хăтара пуçланă. || Дозволить. Альш. Вунă çула çитсессĕн, пире ĕçе хушнă-тăр, вуник çула çитсессĕн, вăйя-кулла хушнă-тăр. Трхбл. Вуник çула çитсессĕн пире вăйя хушнă-тăр. Хурамал. Кунтан малашне чӳк тума мана турă ан хуштăр.

хуштар

понуд. ф. от гл. хуш. Ала 55°. Эпĕ тепре хуштармарăм, выртрăм та çывăртăм (не дожидался вторичного приказания). ЧС. Çавăнтан вара анне, чӳк кĕлĕ тăвас пулсан, мана сăмах та хуштармасть, е пӳртре таратмасть. || Прививать. Чув. календ. 1910. Кăчуне чеччепе те чечче хуштарман çынсем анчах вилеççĕ.

хушă

промежуток, расстояние. Юрк. † Улăх хушши ултă çухрăм, çĕлĕк ӳксе юлайрĕ. Бес. чув. З. Ял варринче икĕ мечет ларса тăнă, хушшисем инçех те мар. N. Кашни йывăçа хушшине пĕрер хăлаç хăварса лартрăм. Ала 54. Çул çинче ял хушшисем инçе, е вунă çухрăм, е вунпилĕк çухрăм. ЧП. Пирĕн хушшăмăрсем пит инçе. N. Хушша пĕрер хунар хăварса... Тим. † Çĕр чăтайми пӳрт ларттартăм, хушшинчен кĕрилтса кастартăм. Регули 102. Воннă çохрăм хошшинче (тăххăр çохрăм иртсен воннă çохрăм шăнче) номай йăвăç касса пĕтернĕ. || Разница. Нюш-к. Пирĕн иксĕмĕрĕн хушшăмăрта асли-кĕçĕнни виç çул та çук пуль. || Альш. Кӳршĕ-аршă хушшинчен кӳл пек сăра турăмăр. || N. Пирĕн хурăнташ, е тăван пиртен инçе пурăнсан, эпир пĕр-пĕринпе хушшăмăра çыру çыратпăр. ЧП. Пирĕн хушма (= хушăмăра) кĕрен тăшмансем. N. Хампа сирĕн хушшăмăра, сирĕнпе хам хушша. || В расчете. В. Олг. Иккĕн хошă татăлса. Ib. Хошă-хопă татăлса. || То место, где соединены два предмета вместе. СТИК. Сĕтел çинче икĕ хăма хушши расах йĕр выртать. Изамб. Т. Китăн шăлĕсем шултăра, усен пĕр-пĕрин хушши пур. Яргуньк. Çав пушмак хушшинчи кĕрпе пăрчи тухса выртса мăн хурчка пулса алтана тапса вĕлерчĕ, тет. || А.-п. й. 56. Йăви пĕр юплĕ йăвăç урлă вăшт сиксе каçса кайрĕ. Кашкăрĕ, пысăк пирки, йăвăç хушшинех хĕсĕнсе юлчĕ. Актай. Кайăк пĕр юман хушшипе йăлт! сиксе каçса кайрĕ тет. || Ыраш 4. Утса пыратăп çак хушăпа хайхи кĕççе пек çемçе çерем тăрăх. Сылтăм йĕнче хайхи пĕве çитнĕ ыраш. Сулахай енче симĕсрех сĕлĕ. || Сам. 67. Лаши чупрĕ юртăпа малти хушшалла. || Промежуток времени. ЧП. Эрне те хушши çичĕ кун. Баран. 140. Хĕллехи сивĕ иртсе сасартăках çула пулса тăмасть: ик хушăра çуркунне пулать. Юрк. Çак эрненĕн хушши çичĕ кун. СЧЧ. Çуркунне мункун хушшинче вилчĕ (на пасхальной неделе). Лашм. Пĕрне-пĕри, тантăш, хытă ан кала, уйрăлас хушшăмăрсам инçе мар. Г. А. Отрыв. † Калаçас хушăсем, ай, сайралчĕç, уйăрлас хушăсем çывхарчĕç. Регули 59. Çӳремелли хошăра коленех çӳресе. А.-п. и. З6. Çав хушăра тилĕ вăшт! тухса сирпĕнчĕ шăтăкран. Ib. 36. Çав вăхăтра эпĕ тухса тарăп та, вĕсем сана пăрахса ман хыççăн чупĕç. Вăл хушăра эс те вĕçсе кайăн,— тет. Ib. 39. Кайăк хыççăн чупса хăшкăлнă хушăра Çахарăв пичкери кăвасĕ веçех юхса тухрĕ. О сохр. здор. Çавăн пек тислĕке нумай хушă тăкмасăр тăрса килте çĕртни хамăр сывлăхах пит усал. Актай. Пĕрре куккăшĕсем пурте пускиле тухса кайрĕç, тет. Çав хушăра (в это время) çавсам петне виç вăрă пычĕç, тет. N. Çав хушăрах, в то же самое время. Шурăм-п. 20. Хушăран-хушăран (время от времени) пуплекелеççĕ (перекидываются отдельными замечаниями). N. Вăл çук çынсене хушăран хушă (по временам) укçса та валеçнĕ. N. Пирĕн кунта пĕр хушăра вăрçă чарнать, тесе пуплерĕç. Регули 123. Апат çияс хошăра онта кайса килет. Ib. 1190. Апат çинă хошăра каларĕ. Ib. 181. Эпир апат çинă хошăра вăлсам ут кӳлчĕç. Ib. 124. Апат çияс хошăран туса илет. N. Эс вăлсампа халапланса тăнă хошăра эп чай ĕçсе тохрăм. О сохр. здор. Ĕçленĕ е çӳренĕ хушшинче тарланă пулсан, çири тумтире хывса пĕр кĕпе вĕççĕн анчах тăма хăрушă вара. Дик. Леб 46. Тата тен санăн хăш чухне пур енчен те чаплă пурăннă хушăранах ĕлĕкхи хăвăн пурăнăçна та астуса илессӳ килĕ. Панклеи. Старик кайăксам ларнă хошăра (пока) холян веçернчĕ те (высвободился), анчĕ йоман котне (слез с дуба). Регули 180. Çомăр çунă хошăра эпĕр йывăç айĕнче тăтăмăр. N. Эпĕр вăрмана кайнă хошăра эсĕ тохса карăн. N. Килтех пурăнатчĕ пулас пĕр хушă, некоторое время, кажется, дома же жил. || Период. Сл. Кузьм. 76. Анчах вăл та пĕр хушă тем чирлĕ çын пек çӳрет. N. Пĕр хушă иртсессĕн. N. Пĕр хушши. Кан. Кăшт вĕреннĕ хушăрах лайăх çырма вĕренчĕç. Чт. по пчел. № 17. Çу каçа вĕрентнĕ хушăран тата пĕрер уйăх вĕрентет. Орау. Иртнĕ çура ĕç çинерех (около страды) пĕр хушă çăмăр пит хытă çурĕ. || В течение. N. Виç сехет хушши кĕнеке вулас пулать. N. Темиçе кун хушши. Кан. 1919. Акă ĕнтĕ хура халăх хăй пурăнăçне юсама тытăнни икĕ çул çитрĕ, икĕ çул хушши хура халăха хăй пурăнăçне юсама пуршуаçи картласа тăчĕ. N. Çын тавлăк хушшинче пĕтĕмпех сывалса çитнĕ. М. Сунчел. Çав çыннăн пĕр эрне хушшинче икĕ ывăлĕ вилчĕ. N. Кĕсре хăмласанах ăна пĕр эрне хушши ĕçлеттерме юрамасть. И. Тукт. Ун пуçĕнче хăйĕн кĕске хĕр ĕмĕрĕ хушшинче пулса иртнĕ ĕçсем пĕтĕмпех вĕçленсе çитрĕç, тусанлă çул кăна çаплах вĕçленмест. Капк. Нумай çул хушши Сахрун хуçа патĕнче тарçăра муталанса пурăннă. N. Çулталăк хушшинче вăл çĕр тавра вуникĕ хут çаврăнать. О сохр. здор. Çапла (таким образом) пӳрте пĕр виç кун хушши уçă тăратас пулать. N. Çулталăк хушши ĕçлесе пурăнсан, эпĕ тата урăх чирпе чирлерĕм. Янорс. Çав çуртсене пĕр вунпилĕк минут хушшинче вут çавăрса илчĕ. Кан. Ултă уйăх хушши чирлисем пурĕ 6589 кун выртнă. || Между, меж, иногда переводится как предлог в, а также к. НР. † Икĕ юман хушшинче. Между двумя дубами. ГФФ. † Çич çул юппи хушшинче çич çул выртнă юр куртăм. Между (этих) семи дорог я увидел снег, лежавший семь годов. ГФФ. † Шăл хошшинчех осраттăмччĕ. Берег я ее (песню), хранил меж зубов. ГФФ. † Шăнкăр-шăнкăр шыв йохать хомăшпа хăях хошшипе. Вода бежит и журчит меж осоки и камыша. НР. † Ыраш хăмăч, хушшинче... В ржаном жнивье... ГФФ. † Пирĕн ĕмĕр иртсе кать шохăшпа хойăх хошшипе. (Ĕлĕкхи юрă). Весь век наш проходит в думах и заботах. (Из старинной песни). А.-п. й. 39. Пытанса вырт тĕм хушшине,— тет улатакка. Ib. 62. Эй, паттăр юман, хăвăн ăшă туратусем хушшине çуркуннеччен куртсем,— тет. Юрк. Йăмра хушшине юр лартсан, çула пыл пулат. Янш.-Норв. Йăвăç юппи хушшине юр ларнă. В. Олг. Лаç хошшинче, между лачугою и амбаром. А.-п. й. 16. Ак пырать хайхискер лăпсăркка юмансем хушшипе. И. Тукт. † Хура шăрçа хушшине те йĕпкĕн мерчен ан тирĕр. Альш. Етремен хушшинче çуркунне пĕтĕмпе шыв юхать. Ачач 109. Чупсан-чупсан, пĕчĕк вар хушшинче тата тепĕр икĕ ачана хăваласа çитнĕ. Ib. 36. Ирхине вĕсене, е уроксем хушшинче тултан класалла аран-аран кĕртетĕр. Чт. по пчел. № 17. Вăйпа ĕçленĕ хушăран пуçпа та ĕçлесен... Регули 1152. Çынсам хошшипе чопса кайрĕ. Ib. 1153. Ик йăвăç хошшине çакрăм. Ib. 1469. Ир те каç анчах çырать; аттипеле ман хошăра ларчĕ. Ib. 1046. Иксĕмĕр хошăра ойрăпăр. Юрк. Хамăр хушшăмăрта калаçса ĕçе пĕтерме пулат (сладиться). Сред. Юм. Тем сăмах хошшине тăрса йолчĕ. (Каламалла сăмаха сăмахланă чохне калама астумасан çапла калаççĕ). Б. Илгыши. Мучи, мучи, мулаххай, мĕн мулаххай сулахай, пришёл патне вир патне, çерки патне сӳс патне, ула качака хушшипа, кама юратан, Микула? Регули 1154. Вотă хошшинче топрĕ. Ib. 1096. Сăхман хошшинчен (хутĕнчен) топрăм. N. Чакак, чакак, чакаклать çичĕ хула хушшинче. Ачач 19. Шахрасатă, пин те пĕр каç хушшинче тĕрлĕ илемлĕ юмахсем каласа, усал патша кăмăлне çавăрнă пулать. Регули 1191. Апат çинă хошша çитрĕм. || Регули 1372. Пирĕн хошшарах хор. || В середине. N. Çавăнтан кайран анаталла аннă чух питĕ хăраттăм: е ачисенчен малтан анаттăм, е хушшинче анаттăм, || Среди. N. Çав хушăра хăшĕ çыру пĕлсе, çав хушăрах тата çыру пĕлменнисем те пур. НР. † Ул-тантăшсем хушшинче... Среди парней-сверстников. || Промеж. Образцы. † Ылттăн кăвакал çуначĕ хушшинчен кăвак пĕлĕт курăнать. || По. А.-п. й. 15. Ак пырать хайхискер чăтлăх вăрман хушшипе. || За. N. Сахар сĕтел хушшинче çаплах юрă юрласа ларать. Захар, сидя за столом, распевает песни. Юрк. Пурте кĕрсе, тĕпелелде иртсе, сĕтел хушшинелле кĕрсе ларăр (гостям). В. Олг. Кăмака хошшинче, за печкою. || Иногда не переводится. НР. † Орам хушши такăр мар. Улица не гладкая. ГФФ. † Орам хушшинчи йомрийĕ, кайăксем тăрса кайсассăн, йомри йолать хомханса. Когда с ветлы, растущей на улице, улетят птички, тогда она так и заколышется. Альш. Шари-шари кăшкăраççĕ, урам хушшине ян çураççĕ. Собр. Çĕнĕ ял урам хушшине кĕленче сарса тухнă-ĕçке.

хӳш

хӳшĕ, строение, шалаш. Баран. 162. Хĕрарăмсем хӳшне тăваççĕ. Янтик. Сарă хумăш касса хӳш турăм, савнă сар ачапа выляма. Ау 1З°. Ку пĕр хӳш тĕл пулать, ниçтан кĕме шăтăк çук. Альш. Хурт пахчийĕн варринче хӳшсем туса пĕтернĕ пӳлĕмлĕ-пӳлĕмлĕ. Ib. Вĕсем çатантан авса тунă хӳш пек пӳртсенче пурăнатчĕç, тет. N. Вĕсем пĕчĕккĕ хӳшсенче (в юртах) пурăнаççĕ. Кирлĕ чухне хӳшшине пĕр вырантан тепĕр вырăна куçарса каяççĕ. Ст. Дув. Çеçен хир варрине эпĕ хӳшĕ турăм. ЧП. Сарă хăмăш касрăм, хӳшĕ хыврăм. Альш. Хăйсене пурăнма хӳшĕ пеккисем тăваççĕ.

хăй тенĕ çын

близкий человек. Орау. Хăй тĕллĕн, сам собой, автоматически. Пир. ял. Хăйне хăй (е: хăй тĕллĕн) ĕçлекен фоттомашшин. Ст. Шаймурз. Хăй тĕллĕн касакан пуртă (топор саморуб). К.-Кушки. Эпĕ сана хăй тĕллĕн каякан çунана парăп, тенĕ.

хаюлăх

смелость, решительность, отвага. И. Тукт. Ан ӳпкелеш, тусăм... Чĕрĕ чух ман сана чуптума хăюлăх çитмерĕ, а халĕ, хăюлăх çитнĕ чух, сана манран ĕмĕрлĕхех уйăрчĕç. N. Эпĕ хамăн хăрами хăюлăхăма кăтартма шухăшласа тăратăп.

хăек

клин. ЧП. Сакăр тиртен кĕрĕк эпĕ çĕлетрĕм, сакăрвунă саккăр хăек пур.

хăйкăлтат

сипеть. N. Манăн хăйкăлтатса калаçни аран-аран пĕтрĕ. У меня хрипота едва прошла. N. Эпĕ темскерле хăйкăлтатса калаçакан пултăм (я осип).

хăваласа ирт

перегнать кого. Ала 86°. Ву сана хăваласа иртсен, эпĕ санăн пуçа касăп.

хăвар

(хы̆вар), оставлять, оставить. А.-п. й. 4. Пĕрне тăварса, пĕрне кăна хăвартăмăр — туртать. Ib. 112. Тирне хăвараççĕ те, улăм тултарса каллех кӳлсе тăратаççĕ. N. Ялта çĕнĕрен прикăвăр туса каллех ял çине хăварчĕç. А.-п. й. 105. Сутьесем чухăн каланине чăн тенĕ, ĕнене чухăна хăвармалла сут тунă. Судьи признали ответы бедняка правильными и за ним оставили корову. Ib. 91. Улпут хăйĕн тарçине лаши патне хăварчĕ. N. Атте-аннене йăвăра хăвартăм (оставил в тяжелом подожении). КВИ. Мĕн хăварнă вăл хăй килĕнче? Что кинул он в краю родном? Хора-к. Çӳçăма-пуçăма салатрĕ, çийĕма-пуçăма хăвармарĕ. Ала 86°. Пуçларĕç лешсем чупма, чана карчăка таçта çитиччен хăварчĕ (обогнала). N. Ваçак ним тума та аптăранă, кайман юмăç хăварман, пĕри те тĕлне тупса параканни пулман. БАБ. Çавăнпа ăна пирĕн ялсем пĕр чӳк таврашĕнчен те хăвармаççĕ (т. е. зовут всегда). N. Саранча шăрчăк хăш-хăш çул тырра пĕр хăвармиччен çисе ярать. N. Арăслана ку малтан хăварса хăварсах пынă. Сред. Юм. Тыр тĕл-тĕл ешлĕ пôлсан, хăварса пырса выраççĕ. Изамб. Т. Пӳрт чуречисене хăвармарĕ (пăр). Альш. Вĕр-çĕнĕрен кĕрĕк çĕлетрĕм: унăнах та хăнтăрне шыра-шыра кĕмен аслă лавккана хăвармарăм. А.-п. й. 42. Хапхине хупмасăрах хăварчĕ хăй. N. Унăн пĕр сăмахне те итлемесĕр хăвармастăмăр. || Прекращать. Бес. чув. Салтакра пурăннă чух вăл вулассине пĕрте хăварман. || Бес. чув. Ун умĕнче унăн ытларах та хăйне хăй аяла хăварасси килмен. || N. Вĕрентес тĕлĕшрен хĕрачасене те арçынсенчен ан хăварăр. || Обойти. Изванк. Çăмăр урăх çĕре çуса пирĕн çие çумасăр ан хăвартăр. (Моленье). Капк. Икровсем шĕвĕртсе хăварма та пултарĕç. Пазух. 56 † Пĕр-ик çавра юрă ай юрласшăн хăвармарăм сирĕн кăмăлăра. || Отложить. Бес. чув. 15. Аслă шăматкуна хăварчĕ. N. Вăл ĕçе вăрăма хăвармĕç. N. Тепĕр куна хăвармăп та-ха. || Освобождать. N. Шкула илсе каясран ачине е укçа парса, е пыл-мĕн, е тата урăх япала парса хăварнă. || В качестве вспомогательного глагола. Оп. ис. ч. 11. Ыран мана хăшăр та пулин вĕсем патне леçсе хăвараймăр-ши? тетĕп. „Не отведете ли завтра который-нибудь из вас меня к ним?“ — спрашиваю я. Ib. Тата мĕн те пулин ĕçлесе хăвармалли пур-и? Есть еще какая-нибудь работа, которую я могла бы сделать ао ухода? Ib. Авланса хăвар. Перед уходом женись. Ib. Ямшăк ачасене тӳрех пуштă хапхи патне антарса хăварчĕ. Ямщик ссадил детей у самых ворот почты. Ib. Йытă çулла калать, тет: ай, хĕлле пăртан пурт туса хăварас-мĕн! — тесе калать, тет; хĕлле калать, тет: ма шăмăран çулла пӳрт туса хăвармарăм! — тесе ӳкĕнет, тет. Собака раскаивается летом в том, что не построила зимою дома изо льда, а зимою - в том, что не выстроила летом дома из костей. А.-п. й. 113. Урапине çапах пăрахса хăвармасть. Ib. 35. Пăхăр-ха, тилĕ тăрнава вĕлерсе хăварнă,— тесе, тăрнана çавăра-çавăра пăхаççĕ. Ib. 77. Унтан арча çине тăприне тапта-тапта варса хучĕ те, паллă ан пултăр тесе, çулçăсем витсе хăварчĕ. Затем накидал земли и плотно утрамбовал. А чтобы не оставалось никаких следов, наложил сверху листьев. Собр. † Ямшăк çуни çунатлă, ларса тухам терĕм те, çунаттипе çапса хăварчĕ, мĕн тăвас. Иваново. Çав куннех ăна ашшĕ чăпăрккапа çаптарса хăварнă, тет. Н. Шинкусы. Чикан вара сирĕншĕн пĕрех хут пăхса тасатса хăварам (пăсташа) эппин тесе салтăнса ларчĕ. Сюгал-Яуш. Кукки каларĕ: айта хам каçарса хăварам, терĕ. N. Вара мана ӳкерсе хăварчĕ те, валалла чупса кайрĕ. Юрк. Ху виличчен ывăлна авлантарса хăвар, теççĕ. Орау. Кам шуйттанĕ пăсса хăварнă-ши хушша? N. Эпĕ вакун çинчен ӳкерсе хăвартăм картуса: çил вĕçтерсе хăварчĕ. N. Тырă мĕнле акса хăвартăр? Кан. Иккĕшне те туяпа хĕнесе хăварнă. N. Эпĕ шăтăксене аслатса хăвартăм. N. Пумилкке тунă чухне вара вăл чĕреспе чашка хире çемĕрсе хăвараççĕ. КВИ. Эп те вара хурланса, икĕ чуна асăнса, урхамаха вырттартăм, чӳклерĕм те хăвартăм.

хăвăл

(хы̆вы̆л), дупло. Букв. Сăпса хăвăла пыл тунă. А.-п. й. 17. Çакă çăка хăвăлне пыл хурчĕсем йăва çавăрнă та, пылне кăларса илме ниепле те меслет тупаймастăп,— тет упи. Ib. 17. Кусем хăвăл çăкана иккĕн ыталаса тытрĕç те, енчен енне лăкама тытăнчĕç. Ib. 17. Çăмламас улапа ула йытă хăвăлти пыла кăларса çирĕç те, пĕрле пурăнма тытăнчĕç. Ib. 42. Тилли, ниçта кайса кĕреймен енне, йăкăлт сиксе кĕчĕ пĕр юман хăвăлне. N. Эпĕ çав çăка хăвăлĕнче мĕнле тухас тесе шухăшласа ларатăп. N. Хăвăл, юпа çине тăхăнтарнă хăвăл йăвăç (çил арман тавраш). N. Каната хăвăл çине аврантарса кĕскетеççĕ е вăрăмлатаççĕ. Канат наматывают (навивают) на дупло и таким образом укорачивают, или же сматывают и таким образом удлиняют. || Тюрл. Уша йопи хăвăлĕ (туда кладут мелкие вещи). || Шарбаш. Хăвăл, на шăпила. || Шурăм-п. Тĕлĕкре хăвăл çăкăр курсан, хуйăх кĕт.

хăлхана кĕр

доходить до ушей. Капк. Арăм вăрçни те хăш чухне хăлхана кĕмест. N. Тахăшсем калаçса тăни хăлхана кĕрех кайрĕ. Ашшĕ-амăшне. Вăл каланă сăмахсем Кĕркурийĕн хăлхине пĕрте кĕмен. N. Эпĕ ăна сан хăлхуна кӳртес терĕм.

хăлха çунатти

хăлха çуначĕ, ушная раковина. Хурамал. Орау. Пасарта эпĕ пĕр сарă хĕр куртăм, хăй хăлхи çуначĕсене кĕмĕл алкасем çакса янă.

Хăмчар

назв. леса (?). ЧС. Эпĕ пĕчĕккĕ чухне пирĕн Хăмчартан вăрман илнĕччĕ.

хăна

гость. НАК. Туй çыннисем хăшĕ киле каяççĕ, хăшĕ пĕр-пĕр яла хăнисем патне ĕçме каяççĕ. А.-п. й. 84. Хăнасем пухăнса çитсен, Иван пиччĕшĕ ылттăн сумкка тытать те, сĕтел çине силлет. Ib. 84. Хăнисем тепĕр кунне Иван пиччĕшĕ çинчен сута параççĕ. Ст. Айб. Килен хăнанăн кайни илемлĕ теççĕ. (Послов). Регули 1306. Эп вăлсам хăнине хирĕç полтăм. N. Епле Кĕркури пичче пит час хăна пулса (из гостей) каятăн? Юрк. Сыв пулсан çулла ман патма хăнана килĕр? Ib. Пĕр-ик-виç кун ывăлĕ патĕнче хăна пулаççĕ. Ib. Эпĕ Тимĕрçен ялĕнче пĕр пуян чăваш патне çăварнире хăнана пырса кĕтĕм. ГТТ. Икĕ çăкăр татăкĕ пулсан, хăна килет, тет. Ст. Чек. Митьтя, эсĕ хăнана пыратна? Дмитрий, ты пойдешь в гости? А.-п. й. 7. Кашкăрĕ калать: „Тавай кушака хăнана илсе килер, атту пире пĕтĕмпех тытса пĕтерĕ“,– тет. Ib. Т. Кушак тус! Айта хăнана! ГФФ. Хăна юрри. Гостевая песня. ГФФ. † Чĕннĕ хăнисем килсессĕн... Когда придут званые гости. Пшкрт. Хăна пăк, угощай гостя. В. Тим. † Ăрамăрпа иртсе эп пынă чух, кĕрсе хăна пултăм эп сире. N. Хăна пула пуçлаççĕ. Начинают угощаться (в гостях). Çутт. 46. Халĕ хăнара çӳресе пулмасть. N. Хăнасене ĕçтерме атте З путылкаран ытла эрех илместчĕ. Альш. Хăнара çини шыв урлă каçиччен анчах. N. † Эпир килтĕмĕр хăнана, хăнан кĕрнекне кӳртĕмĕр. N. Хуçи тăмасан, хăни тăмаст. Шинар-п. Кăшт тăрсан пĕр чĕкеç вĕçсе пырса кайнă. Вăл унта хăна ларнине курсан каялла вĕçсе кайнă. || Орау. Хăнасем килчĕç. Наступили регулы.

хăна-пĕрле

хăна-пĕрлĕ, то же, что хăна-вĕрле. Самар. † Хур-кăвакал ӳстертĕм хăна-пĕрле кăмăлшĕн, хăна-пĕрле эпĕ чĕнтĕм кӳршĕ-аршă кăмăлшĕн. N. † Хур кăвакал ӳстертĕм хăна-пĕрлĕ кăмăлĕшĕн. См. хăна-евĕр.

хăнтăр-мантăр

разные безделушки, мелочь. Орау. Паян ĕçпех каймарăм эпĕ пасарне; пăртак хăнтăр-мантăрсем илме карăм.

хăп

(хы̆п, хŏп), отстать, отойти, отпасть, отделиться. Кĕвĕсем. Ĕнтĕ ут пыраймас, ут пыраймас, йĕс таканĕ хăпнă та пусаймас. N. Пысăк тĕме, вăл тĕмене улăп çăпати тĕпĕнчен хăпса юлнă теççĕ. ЧП. Хуйри хăпса ӳксессĕн (у вяза). Цив. Çӳлĕ ту çинчи çӳрен ут, тахан хăпнă утаймасть. Янтик. Пушмак кĕлли хăпнине атă кĕлли мĕн тăвас? О сохр. здор. Тата хăш-хăш çынсем чечеклĕ ачана кĕсенсем хăпса пĕтмесĕр çумаççĕ. Ib. Пирĕн тир пит хĕрнĕ, тарланă пулсан, е вĕри шывпа йĕпетсен, вара унтан тин кирĕк хăпса тухать. Юрк. Унччен те пулмаст, хай чăваш арăмĕ, алăк янаххи çумĕнчен хăпса кайса, кĕсле калаканни умне пырса тăрат те, лайăхах кĕсле калама пултараймантан, унăн аллинчи кĕслине: кӳр-халĕ хам каласа кăтартам, тесе илет, тытăнат хăй кĕсле калама. Ашшĕ-амăшне. Эпĕ ĕмĕр санпала пĕрле пурăнтăм, халĕ санăн пуçна ниçта чикме вырăн çук чухне епле сантан хăпăп вара? Демид. Лешĕ хăваласа ярать кăна, хăпах эппин (ну ладно, отстань), тесе. Орау. Хăни-вĕрлисем аран-аран хăпрĕç (убрались). Ib. Ан хăвалăр-ха, апат çисанах хăпăпăр. КС. Аран-аран хăпрĕ. Насилу ушел (о навязчивом госте). Халапсем. Апла каласан, ку карчăк пӳрт чӳречи умĕнчен хăпса каять. N. Карчăк Еккĕмрен хăпас çук. || Оторваться. N. Манăн пĕвĕм çумĕнчен хулпуççийĕм хăпса ӳктĕр. Тюрл. Атă кĕли хăпса ӳкрĕ. Шурăм-п. Унтан хăпма та пĕлмеççĕ. Не могут от него оторваться (от приятедя своего). Ачач 49. Вĕренекен ача алăк çумĕнчен хăпса малалла пĕр утăм ярса пуссассăн тин... || Ускользнуть. N. Кунтан хăпасси кăна. Только бы ускользнуть отсюда. || Отвязаться. Сред. Юм. Такçан та хăпса каяс çок. Ст. Ганьк. † Ах, аттеçĕм, аннеçĕм, кăçалхи çул памасан, ĕмĕр хăпмĕ, терĕр пуль. || Расставаться. Кильд. Çичĕ ют хушшине эпĕ пымăттăм, савнă ырă тусăмран хăпмăттăм. || Подняться массой, чтобы сделать что-нибудь. КС. Халăх хăпса тухнă. Народ вышел массой (напр. из деревни). Орау. Акă ĕнтĕ, мурсем, каллех хăпса килчĕç (пришли во множестве, привалили). Изамб. Т. Исампальсем ана туса валеçме çаран çине каçсан, пĕтĕм Исеккел хăпса (гурьбою) тухрĕ. Юрк. Ку шуйтансем ăçтан хăпса килеççĕ-ши? N. Пăр пек хăпаççĕ, Толпами уходят. КС. Паян пасара халăх хôппăрĕ, çул та палăрмасть пыраççĕ (много народу двинулось на базар). || Сунт. Çуртырри çĕр çумĕнчен хăпаймасăр кукша пуçлă çын çӳç пĕрчийĕсем пекех вĕлтĕртетсе ларнă. || Употр. в сочетании со словом сехре (сехĕр). См. сехре хăппи (вып. ХI).

хăпар

подниматься, всходить, взьезжать. А.-п. й. 50. Вара таки ту çине хăпарса кайса мĕн пур вăйпа чупса анать те, кашкăра пĕрех мăйракипе пантлаттарать. Баран поднялся на гору, бегом спустился и изо всей силы ткнул волка. N. Ӳпке пулсан хăпарăп. ГТТ. Ӳпке пек хăпарса кайрĕ. К.-Кушки. Пĕлĕт хăпарат. N. Аялтан унăн тымарĕ типсе хăпарĕ. Абаш. Атăл таппи хăпарчĕ. По речке пришла вешняя волжская вода. N. Çав авнă йăвăçа ярсан, йăвăç çӳлелле хăпарса ачана çӳлелле çĕклесе карĕ. А.-п. й. 35. Ăсу пĕтрĕ пулсан, пĕр картлашка çӳлерех хăпарса вырт та, вилнĕ пек пул,— тет. N. Çумăр хĕвел анăç енчен пирĕн енелле хăпара пуçларĕ. Якейк. Ай-яй, Карантăкри çыр (овраг) ытла хыт хăпарать-çке (быстро размывается в низовье и идет все выше и выше). Юрк. Хăмла çырли, палан çырли шыв сулханпе хăпарат. N. Шыв пуçтарăнса килнипе сивĕ хĕл кунсенче шăнса ларнă пăрсем хăпарса килеççĕ. Бес. чув. Хăпарнă чух кăшт чарăнса тăчĕ те еррипе хăпарса çитрĕ. Ст. Чек. Хăпарса тăракан вырăнсене урапа таптаса тикĕслеттĕрĕмĕр. N. † Мăшăрпа шыва антăм та, хăрахпа ăсса хăпартăм — çурри тесе ан калăр. Юрк. Чĕлĕм çинчи тапак хăпарса çунсан, йĕпе килет. Ст. Ганьк. † Çӳл ту çине хăпарнă чух ывăннă пек эпĕ пултăм. || Итти. НР. † Анатран хăпарать шорă пăрахот. Снизу идет белый пароход. || Влезать. Икково. † Çырми тарăн полсан та, çолĕ такăр полсассăн, анса хăпарма полатех. Абаш. Пĕр çăкăр, пилĕк пашалу, пĕр çĕклем утă хутăм, хам хăпарса лартăм. А.-п. й. 111. Сикрĕ тухрĕ те, урапа çине хăпарса ларчĕ. Ib. 13. Упа юман çине хăпарса кайрĕ. Медведь полез на дуб. Ib. 57. Йăва тилĕ сăмси çине хăпарса ларчĕ те, татах юрлама пуçларĕ. N. Виç хут çӳллĕш хăпартамăр. Мы были на высоте третьего этажа. Юрк. † Пусса хăпарас пусмине (у дома) пылчăк хăпарнă. КС. Эпĕ аслăк çине хăпартăм та юлташа аялалла тĕксе ятăм. Я влез на сушила и столкнул товарища вниз. || В перен. смысле. N. Ертел çинчен ан хăпар. || Всходить (о тесте). || Расти. Якейк. Çарансам кăçал ку таранччен лайăх хăпараççĕ те-хе, валалла тепле полĕ. Чув. пр. о пог. 451. Тĕтреллĕ çăмăр çусан, хăмла хăпарат. Если моросит, хмель растет. Аттик. Шыв тулса чаксассăн, улăхсем çинче, çарансем çинче курăксем ешĕрсе хăпарса тухаççĕ. || Опухать, вздуваться. Тет. Унăн ури тупанĕ хăпарнă, вăл пур пĕрех вилет. Кан. Çурăмсем хăпарса тухичченех выляттăмăр. N. Урасем чысти хăпарса пĕтрĕç. N. Ура тупанĕсем хăпарса тухсан, вĕсене чĕрнепе туртса татма юрамасть. Изамб. Т. Пăр (град) пуçне килсе çапнă та, пуçĕ чăх çăмарти пек хăпарса тухнă. Ст. Шаймурз. Ман анненĕн куçне чăх çăмарти хĕрли пек ӳт тĕслĕ темĕскер хăпарса тухнă. Скотолеч. 19. Тарланă лаша сивĕ çĕрте тăнипе тепĕр кунне ӳчĕ хăпарса тухнă пулсан... N. Урасем хăпарса тухрĕç. Скотолеч. 33. Çав шатрасем хăмпă пек хăпарса тухаççĕ. Ib. 20. Çулла ăшă çанталăкра шăна-пăван çыртнипе лашанăн çан-çурăмĕ хăпара-хăпара тухать. Ал. цв. 8. Акăш мамăкĕнчен тунă тӳшек çинче ту пек хăпарса выртать (о пуховине). || Взорваться. Пшкрт. Вăлсам поткоп тусассăн, печке лартнă-ç онта, тар печки. Печке патня çорта çутса лартса. Каран хăпарса карă. || В качестве вспомогательного глагола. Оп. ис. ч. II. Кашкăр выртса йăванчĕ тет те, мăн (пысăк) хурчăка пулса хуракăшĕнчен те (акăшран та) çӳлерех вĕçсе хăпарчĕ, тет. Волк лег, перевернулся, оборотился ястребом и взлетел еще выше лебедя. Орау. Шăтăкин айккисене чултан туса хăпарнă. Стены ямы обложили камнем. Ib. Армантан тавăрăннă чухне лава аран-аран турттарса хăпартăм.

хăрăк

сухой. N. Хăрăк турат. N. Унта тӳп-тӳрем çĕр тăрăх хăрăк çилсем ним чарусăр алхасса çӳреççĕ. N. Хăрăк ана. Аттик. Хăрăк йăмра. Городице Б. Хăрăк мăйăр (червивый орех). || Ветхий. ЧС. Çисе тăрансан шăммисене пуçтарчĕç те, пĕр хăрăк савăт çине тултарса хире çын пыман Çĕре кайса ларттарчĕ. N. Хăрăк пӳрт. || Захудалый. N. Ку Пенза питĕ хăрăк губерни, начар. || Несчастный. ЙФН. Çакă пӳртре эп хăрăк, мана сăмах тимен кунĕ çук (словами обижают). N. Атте мана хăрăк турĕ, хора лашине мана памарĕ. N. Муш эпĕ вилĕп, ачама хăрăк ан хăвар.

хăра

бояться, пугаться, страшиться. Якейк. А! хăрарăн-и? Ага! испугался? ГФФ. † Çак çырма орлă каçмăттăм та, çĕлентенех хăратăп. Эп çĕлентен хăрамастăп та, Петĕртенех хăратăп. Не перешел бы я через этот овраг, да боюсь змеи. Собственно, змеи-то я не боюсь, а боюсь Петра. ГФФ. † Хора калпакран хăраса ăсторовă тумасăр ан иртĕр. Не пугайтесь черной шапки, не проходите мимо, не поздоровавшись. А.-п. й. 7. Кушакран хăраса упи йăваç тăрне улăхса ларнă. Ib. 19. Никам килесрен те хăрамасть пăшаллă этем. Ib. 24. Кăмака çине тахăшĕ улăхса выртнă та, пӳрте кĕме хăратăп, тесе калать, тет, кайăкĕ. Ib. 41. Юрĕ, тилĕ тус, хăрасах килет пулсан, атя хам хыççăн,— тет ула-такка. Ib. 42. Эсир мĕнле килтĕр: хăраса-и хăрамасăр-и? — тет. N. Вăт ухмахсем, кăшт шăхăрсанах хăраса ӳкеççĕ (сильно пугаются). А.-п. й. 59. Санран хам та хăратăп та, ачам пушшех хăраса кайĕ,— тет пукани. Ib. 90. Юрĕ. Ĕçрен хăрамăп. N. Мулкачи курсан хăраса кайса тарса кĕчĕ вăрмана. N. Çуннине çисен упаран хăрамасть, тет. Хора-к. Хăрама вĕреннĕ йытă виç кон малтан вĕрнĕ, тет. Регули 834. Вăл çавăнпа хăрарĕ, тĕттĕм полнăран. Ib. З. Эп хăратăп калама. Ib. 684. Хăрамалли вăрман çок конта. Ib. 685. Хăрамалли çын çок конта пирĕн. Ib. 705. Вăл çынтан хăрамăлла. Ib. 1404. Вăл питĕ хытă хăраса чĕтĕресе тăчĕ. N. Манăн халăхран хăрамалăх çук мĕн, тесе шухăшла пуçланă. N. Çапла вăл хăрамасăр-тумасăр пурăннă. Юрк. Килте хăраса-туса ан тăрăр. Ала 94°. Хайхи арăм тата ыйтнă вĕсенчен: „Апла хăрассăр пур, мĕншĕн тата ачăр çинчен кĕпине-йĕмне те хывса илтĕр“,— тенĕ. Сбор. по мед. Унтан хăрасах та хăрамалла çав. Шурăм-п. Мĕскĕн Иванĕ çĕрĕк шалт хăраса пĕтнĕ. СПВВ. Хăрас-тăвас пулсан. Кан. Малтан лашапа каçма та хăрамаллаччĕ. Прежде и ездить (по мосту) было опасно. Ib. Халĕ каçса çӳреме хăрамалли çук. Ib. Хам тытса усрама хăрарах патăм-çке. Ib. Пĕр çынсем çеç вĕсен пӳрчĕ ларнă вырăнтан хăра-хăра иртеççĕ. N. Чун пит хăратчĕ, тет, ТХКА 113. Йысна, эс ишме пĕлен, сан хăрас çук. Ib. 114. Атăл, Çавал, Кĕтне, Сĕве шывĕ пулсан, шыва кĕме хăрас çук. N. Хăраса тăманçи пулĕ ву. Курм. Хăра-хăрах эпĕ хут вĕренме карăм. Ачач 22. Пысăклансан мĕн пулĕ... Аçунтанах хăрамăпăр ун чух. Ib. 109. Ун майăн вара Санккапала тепĕр хĕрача та вилес пек хăраса янă. Шорк. Вал мана тем те пĕр каласа пĕтерчĕ те тухса карĕ, эпĕ хăра юлтăм, нимĕн тума та пĕлместĕп. Насказал он всякой всячины и ушел, я же пришел в ужас и ничего не могу предпринять, ничего не успел спросить (недоумение, растерянность по поводу неожиданности). Оп. ис. ч. II. Вăл, çынсем килеççĕ тенине илтсессĕн, хăра юлнă. Когда он услыхал о том, что идут люди, на него нашел страх. N. † Çак поçнелле ухаплă, эпир ухапран хăрас çук. Собр. † Туратлă йăвăç касас, терĕм, иртессинчен хăрарăм. Капк. Мĕнле ача пулать вăл, хăрама пĕлмест.

хăракан

трусливый, боязливый. N. Эпĕ темскер хăралана ертĕм, я что-то стал боязливым.

хăраххи

один из двух (из пары). Регули 927. Хăраххине илчĕ, хăраххи йолчĕ. Скотолеч. 6. Йăваш лашанне малти урине хăраххине кăна çĕклесе тăрсан та тапмасть. Юрк. Çав икĕлеç (двойни) хăраххинчен хăшийĕн ĕмĕрĕ вăрăм пулассине пĕлесшĕн пулса. Ib. Унăн хăраххи, икĕлеç хăраххи. N. Йĕкĕреш хăраххи йĕрсе ларать. || Подруга. Ст. Чек Майкка хăраххи темĕн тĕрлĕ маттурччĕ, теççĕ. || Подобный. похонсий. Юрк. Хĕрĕм ахăр амăш хăраххи (похожа на мать) пулаттăр,— пит вичĕкĕнех мар. N. Ашшĕне шанмасăр пурăвнă халăх ывăлне те шанман: ашшĕ хăраххи пулĕ, тенĕ. Сред. Юм. Амăш хăраххи, подобный матери. Говорят в том случае, если мать собою плохая. СТИК. Ашшĕ хăраххи, похожий на отца. Ib. Чист ашшĕ хăраххиех. В. С. Разум. КЧП. Çапла вара эпĕ куртăм хамăрăн усал тăшмана, вăрăм туна хăраххи юнсене ĕçекене. || Его жена, ее муж.

хăрăх

чесать (кудель). Янтик. Чӳпĕке хăрхаççĕ; хăрăхсан чӳпĕк аванланать, турашăль пекех аван сӳс пулать. || Прясть. СТИК. Çав турашăле хăрăхса пăрах (доканчивать прясть). Ib. Эпĕ паян икĕ турашăль кăна хăрăхрăм. || Чирикеево. Пирĕн пулмарĕ, вăл хăрăхса янă пулĕччĕ те. || Подрезать висюлки, напр., подола платья.

Хăрху

назв. болезни. N. † Ах, тăванçăм аппаçăм, çиччĕ асăнтăм, илтмерĕ, эпĕ асăннă вăхăтра хăрху кĕтĕр кăкăрна.

хăс

(хы̆с), изрыгать. Пшкрт. Ала 14. Пулли (рыба) вара çӳресессĕн-çӳресессĕн, ăна пĕр çыр хĕрине хăсса пăрахса хăварнă, тет. N. Кайран, пăртак тăрсан, хăсрăм. N. Паçăр манăн кăмăл пăтранчĕ те, эпĕ хăсса кăлартăм. О сохр. здор. Ун пек чирпе асапланакан ача пĕр ӳсĕрме тăрсан, кайран яланах хăсса ярать. Т. VI. 60. Унта вара тӳсекенни тӳсет, тӳсейменни тухса хăсса ярат.

хăтана пыр

сватать. N. Иван хăтана пынă ун йăмăкĕ патне. Орау. Карчăкĕ хăтана пычĕ, тит те, мĕлле эпĕ çапла шухăшпа килтĕм те, пама шухăш тытатри, çук-и тесе каларĕ, тит. Хăти: юрать, парас, вĕсем сăрана лайăх тăваççĕ,— терĕ тит те, вара кайран сăмахĕ те пĕтрĕ, тит, хĕре те килĕшсе пăрахрĕç, тит.

хăтăл

избавиться, спастись. Регули. 816. Вăл шу орлă каçнăпа (каçса) анчах хăтăлчĕ. N. Пĕр эпĕ анчах хăтăлса юлтăм. М. Сунчел. Муртан хăтăлса юлас тесе, пилеш йăвăççисене çурса ун витĕр тухатчĕçĕ. А.-п. й. 55. Чӳречерен сикрĕм те, вĕлтех тарса хăтăлтăм. Ib. 23. Çапла икĕ така кăвак кашкăрпа хăмăр упаран хăтăлнă. Бес. чув. З. Микулай эрех ĕçмен çын пулнă, халĕ те вăл кулса хăтăлчĕ: „Çук, çур путылкапах хăтăлаймăр, пĕрнех те лартăр-ха“,— терĕ. А.-п. й. 49. Вăл аран-аран юман юппинчен хăтăлса тухрĕ, тет. Он кое-как вырвался из западни. Капк. Эй, инкесем, аппасем, хĕрсем, хутла вĕренме тытăнар, унсăрăн эпир тĕттĕмлĕхрен хăтăлма пултараймастпăр. || Уйти целым. Самар. Хура вăрман айĕ такăр пулсан, хăтăлаймĕ тилĕ пур пулсан. Когда в большом лесу станет гладко, лисице, если она будет там, не уйти целой. Толст. Хирпе пынă чух вăл хăтăлса-хăтăлса пыратчĕ, тет (олень). || Выздороветь. N. Папай сымар, питĕ начар (плох), те хăтăлать?

хăтлан

пытаться, пробовать. N. Петĕр кĕме хăтланчĕ — кĕмерĕ. Петр собирался было войти, но не вошел (был готов войти, но не вошел). N. Çапла хăтлансан-хăтлансан иксĕмĕр те татăлса антăмăр. Изванк. Пĕлмесĕр çынна ан вĕрентме хăтлан, теççĕ. || Стараться. N. Часрах хот яма хăтланăр. N. Ху таврашăнти çынсене пĕлме хăтлан, ăслă-йĕрлĕ çынпа канашлама тăрăш. || Заниматься, делать. Абаш. Акăш-макăшсемпе халь те вăл хăтланать. Он все еще занимается (этими) нелепицами, этой дребеденью (т. е. не оставил старинных суеверных обрядов). N. Нумайĕшĕ çĕр ĕçĕпе анчах хăтланаççĕ. Чтен. по пчел. № 17. Чăн-ши ку вĕрентекенсенĕн хуртпа хăтланма вăхăт çук тени. Регули 570. Вăл пĕчченех хăтланать. Юрк. Сĕтелли патне çывăхарах пырса пăхсан, хай çырса ларакан тиекĕ çывăрса кайнине курах каять те, çиленсе: эсĕ кунта мĕн хăтланса ларатан, тесе кăшкăрса ярат. Ib. Эс мĕн хăтланатăн? N. Эсĕ апла хăтланатна-ха! Да ты вон как! Орау. Вĕсем хăтланĕç. Изванк. Эпĕ, кусем унта мĕн хăтланаç-ши тесе (что станут делать), курма кайма кӳме çине хăпарса лартăм. || Собираться. Орау. Эпĕ вĕсем патне пынă чухне вĕсем выртма хăтланатчĕç (собирались лечь спать). || N. Армансем шыва ларма хăтланчĕç (от дождей), тепĕр эрнерен шыв типсе те ларчĕ. Якейк. Чӳречесем тохса ӳкме хăтланаççĕ (от сотрясения). || Вести себя. Юрк. Пĕринчен пĕри урă, пĕринчен пĕри таса, пĕринчен пĕри йĕркеллĕ хăтланат (о парнях). Сĕт-к. Çиллине шăнаримасăр çапла хăтланать вăл. А.-п. й. 62. Чипер калаç! Мĕн хăтланасшăн эсĕ? Ман хамăн çулçăсене пăхса усрамалла, саншăн чăрманса пулмастех,— тет хурăн шуралса кайса. || См. хытлан.

хăшкат

(хы̆шкат), замучить, донять. КС. Паян эпĕ ăна хăшкатрăм.

курăк-йывăç

растительность (вообще). О сохр. здор. Бур. † Эпĕ каймăттăм вăрмана, курăк-йăвăç касмăттăм.

курс

(курс), курс (ученья). В. Олг. Курс кăларса. Окончил курс. || Экзамен. N. Ик çул вĕренсен, унта та каллах курс патăм. Çавăнтан вара эпĕ Хусан хулине курс пама килтĕм.

корт

(корт), подр. отрывистому дёрганью. Панклеи. Корт торттĕр те, пĕтĕм хола янтраса карĕ. Б. Олг. Çыхнă вĕрене тортрăмăр: корт! корт! Ib. Çынтан патак эпĕ тортсилтĕм — корт! См. кăрр.

куршанак

(куржанак), то же, что куршанкă. Изамб. Т., И. Карм. Альш. † Анкарти хыçĕнче виç куршанак, çунтараççĕ ăна вутпалан. N. Куршанак ертсе килнĕ. Пришел (весь) в репьях. || Гранка. Янш.-Норв. † Пыраттăм, пыраттăм эпĕ çулпа.ла, пĕр куршанак мăйăр тĕл пултăм.

кускала

коскала, учащ. ф. от гл. кус, кос. Пшкрт. Мĕн коскалан? Что ты бегаешь? N. Начар çын нимĕн тума пĕлмест, кускаласа çӳрет анчах (забегался). Ст. Айб. Пĕчĕккĕç кинĕм пур, алăкăн-тĕпелĕн кускалать. (Шăппăр). Сенчук. Икĕ кинĕ пăхса тăраççĕ, хуньамăшĕ кускала (= чупкала) çӳрет. (Алăк янаххисемпе алăк). Ст. Айб. † Кинĕмĕр те чипер çавă пур, парни-сарки çитмесен, çӳпçи тавра кускалать, ик пĕççине шарт çапать. Ядр. Кăлтрик-кăлтрик (вар. кăвак-кăвак) кăвакарçăн, ик çунатне шарт! çапать. Шемшер. † Кулук-кулук (вар. кулик-кулик) кăвакарчăн, шушлăх (вар. шуçлăх) тăрăх кускалать Бр. п. водку 14. Йытă пек кускалама, те (разве) сирĕн тарçă эпĕ? || Вертеться (вокруг чего). ПВЧ. 86 Хуньăм хĕрĕ, ай, хура хĕр, хуран тавра кускалать. Ib. 108. Çак ял хĕрĕ (девицы) коскалать пирĕн арăм поласшăн.

куçа юрăхлă

на который стоит посмотреть, spectabilis N. † Пашьел ăрам витĕр эпĕ тухнă чух, куçа юрăхлă çурт эпĕ курмарăм. Ст. Чек. † Çак ял виттĕр эп иртнĕ чух, куçа юрăхлă хĕр курмарăм.

куçăн

воочию, явно. Актай. Хам коçăнах кортăм. Я видел сам, своими глазами. Кумаркино. Куçăнах кортăм. Кильд. Вилсессĕн вара, шуйттансем этемĕн чунне куçăнах курăнса тăраççĕ, тет. N. Ăшăнта çиленсе çӳреччен, куçăн (прямо, открыто) калани авантарах. Урож. год. Пăркун, ака тунă чух, эпĕ хам куçăн куртăм. Урожай. Пĕр куçлă качаки урайне вырттăр, тет те, пăхса выртать, тет, нимпе те çывăрса каймасть, тет; вара карчăк куçăнах тухса тирпейлер, тет.

куçăхтар

сглазить, изурочить. Юрк. Кăна эпĕ куçăхтартăм-ши, е Мускавра пурăннă чухне хам йӳнсĕрлĕхĕмпе ĕçне-мĕнне пăсса, хамран пистертĕм-ши?! тетĕп. Ib. Арăмĕ ытла илемлĕрен: пĕри-пĕри усал куçĕпе пăхса куçăхтарчĕ-тĕр (тесе шухăшлат).

куç вăйĕ

зрение. В. С. Разум. КЧП. Эпĕ ачашăн макăрса пурăнса куç вăйне йăлт пĕтертĕм.

куç-пуç

глаза. Лицо? Сред. Юм. Куçĕ-пуçĕ тĕрĕс вит, она тăта (= тата) кам ĕçлесе памалла-ха, хăй ĕçлемесĕр! N. Манăн куç-пуç хуралса кайрĕ те, эпĕ ӳкрĕм вара. Орау. Куçне-пуçне урлă-пирлĕ вылятса анчах ларать. Глаза у него, так и бегают? Урмай. † Ай аки, сар аки! Кил, кил кунта, кил кунта, пĕр виç курка парам-ха, пре ташлатса юлам-ха, куçăм-пуçăм килентĕр. Ал. цв. 23. Хуçанăн, хут çине ӳкернĕ пек, илемлĕ, çамрăк хĕрин куçĕ-пуçĕ хуралсах каять: курса та юлаймасть ăна (его). N. Килĕшӳпе илем куç-пуçа кăмăлла, калча ешерлĕхĕ вĕсенчен ирттерет. Якейк. Йăванăн, патша çортне кĕрсен, куç-пуç саланса карĕ (он был поражен картиной необычайного великолепия). Ib. Куç-пуç корăнми тосан вĕçтерет паzн уйăра (= уйра). Сегодня в поле такая пыль стоит, что от нее прямо задыхаешься. Ib. Куç-пуç корăнми çăмăр килет. Приближается страшный дождь с ветром и пылью. Альш. † Куçĕ-пуçĕ йӳнĕ çук: вилнĕ сурăх куçĕ пек (у жениха). Ср: д. Юм. Куç-пуç пĕрĕннĕ («состарился»). N. Çавăнпа ĕнтĕ кăçаллăха Хусанта пурăнсă куçа-пуçа çурса (со всей энергией) вĕренме хатĕрленес, тетĕп. Актай. Ку качаки куç-пуç çĕтĕлсе тухас пек пăхса выртать (не спит, глядит во все глаза), тет. Городище. † Куç-пуç алчăрарĕ. Взгляд рассеялся (глаза разбежались). Мыслец. Куçăм-пуçăм шăттăр! Лопни глаза! (Божба) || Йерк. 103. Эпĕ илтнĕ сăмахсен куçĕ-пуçĕ пит кĕске.

куççуль

(с'ул), куç-çулĕ, куç-çулли, куç-çол, (кус'-с'ол), коç-çоль (кос'-с'ол), куç-çӳлли, куç-çӳл, куçшуль, куç-шӳл, куç-çилли', слеза (-ы). Н. Карм. † Пĕрлĕхен пек хĕрлĕ питĕмсене хурлăхан пек хура куççуль хуратрĕ (здесь «хура» относится к «куç»?). СПВВ. Куç-çул, куç-шӳл. Карсун. Куç-çоль, слеза. Ал. цв. 11. Хăйĕн вĕри куççулĕне (= куç-çулне) тăкать. Ст. Чек. Шыв, куççуль пек, тăп тăрă, тет. N. Çын куççулĕ çĕре ӳкмест. N. Ватă çын, кăмака хыçĕнче ларнă чухне, кинĕпе ывăлĕ, сĕтел хушшинче тĕрлĕрен çимĕç çинине кура, час-часах куççулĕсене шăлкаланă. Самар. † Эсĕ çакăнтан кайса пырсан, тухаймĕ-ши сирĕн куç-çӳлĕ. ТММ. Атте-анне куççулĕ çĕре ӳкмест. N. Куç-çӳлли тухнă. N. Куçран çапакан куççуль кăларать, чĕрене амантакан хуйхă хускатать. N. Эпĕ килтен тохса кайнă чох, пĕр куççуль те кăлармарăм (не проронил ни слезинки). N. Куçран куç-çӳлли анчĕ (потекли).

куççулĕпе йĕр

куççуллипе йĕр, слёзно плакать. Юрк. Кун пек савăнăçа эпĕ çуралнăрампа курманчĕ, тесе, савăнса, вата пуçĕпе пĕчĕкçĕ ача пек куççуллипе йĕрсе илет (всплакнул). Ib. Хĕрĕ малтан, кĕрсенех, вăтанса, куççулĕпе йĕрет. Куççуллипе йĕрсе илчĕ. СТИК. Ачу епле чыс куççулĕпе йĕрет; тыт ĕмĕрт. Ib. Ача хăш чуне кăна куççулĕпе йĕрет: питĕ выçсан, ыраттарсан. Ib.

кут

кот (кут, кот), nates; зад, круп (лошади); cunnus. N. Кĕркуннеччен кунтах пурăнатăп-халĕ, хăнк та тумастăп (и усом не веду): кутра шăлавар пур. Якейк. Паян кот хыçма ерçмесĕр ĕçлерĕм (работал без единой минуты отдыха), вăл тата: ним те туман, тит, (а он говорит, что я ничего не делал). СТИК. Кутне куршанкă çыпçăннă, тесе выляса чупса çӳрекен ачана ĕç кутне (к делу) тăратсан калаççĕ: кутне куршанкă çыпăçрĕ ĕнтĕ, ĕнтĕ тек янкаса çӳреймĕ. Вăл, ĕмĕрлĕхе ача вăййине (детские забавы) хăварса, ĕçе тытăнни пулат. Сред. Юм. Халь хĕлле пôлнă та, пĕчик ачасĕн кочĕсем хĕсĕннĕ (им прижало хвосты-то!), пĕри те орама тохаймаççĕ. Шибач. Онта пычĕ пĕр пăлатньăк, кот хыçне портине чикнĕ (с топором за спиной). Якейк. Шойттанăн сехри хопса тохрĕ. Кота хорт кĕнĕ пек коскалат анчах. Ib. Вăл чĕлĕм тортать-и? — Тортма мар, котран кăларать! (очень много курит). || Основание. Ала 29. Пат-пат-парапан, парапан кучĕ çурăлчĕ. N. Хуран кучĕ. Дно котла. || Пень. Ой-к. † Йăвăç кассан, кут юлать. М. Васильев. О хорама кончен (= котĕнчен) те ыраттара пуçланă çынсене (киреметь). Абыз. † Тăхăр юман пĕр кутра, тураттисем пĕр майлă, çулçисем çил майлă, эпир хамăр çул майлă. Якейк. † Ик шмат-кĕпçи пĕр котран, татрăм çирĕм — тути çок. || Комель. Тайба. † Шыв хĕрринчи кĕпçене кутне кас та, шыва яр. Изамб. Т. Кантăр ĕлкĕрсен, ăна татаççĕ те, кутне касаççĕ. Яргуньк. Çынĕ каланă: кăçăл та тулă акăпăр, эсĕ кутне ил, эпĕ тăррине илетĕп, тенĕ. Чураль-к. Эпир вуниккĕн пĕр тăван, вуник ана тул акрăмăр; кучĕ (хăмăлĕ) пулчĕ хумăш пек, тăрри пулчĕ пăрçа пек. Ала 14°. Çавă йăвăç кутне виçĕ чалăш чавсассăн, унта выртать пĕр тимĕр. || Корень (числительное слово). КС. Çĕр кут палумми йывăççи лартрăмăр. || Употребляется в качестве послелога. Альш. Этемсем вут кутĕнчен (с пожара) тарнă. N. † Çĕнĕ çăпата, шур чăлха, çырма кутне (на речку) ансассăн, йĕпенессĕн туйăнать. N. Çырма кутĕнче (у речки) пĕр тĕлте, нумай пулмас, çерем пурччĕ. N. Çав кӳлĕ кутне (у озера) Сахрун ятлă чăваш йывăç пахчи тунă. Образцы. Кăвак-кăвак кăна кăвакарчăн, йăви кутне (к гнезду) пырсан, савăнать: Ib. Эпир кĕр кайас çук, çур килес çук, атте çумне кил-çурт хушас çук, кĕреки кутне (за его стол) ларса юрлас çук. Т. VI. 46. Шыв кутĕнче ытла сăмах-юмах пулмарĕ-и? Çырлах! Ст. Дув. † Сарă хĕр сана ăçтан курам, кил чӳрече кутнерех. ЩС. Çăл кутне ма пытăн? N. Пĕтĕм ăш çӳле çĕкленсе ухаççĕ те, вара апат кутĕнчен те апат çимесĕрех тухса каятăп. Кан. Пĕр сĕтел кутĕнчен тепĕр сĕтел кутне çӳрерĕм (в присутственном месте). Альш. Эпир хамăр пусă кутнерех пурăнатпăр. СТИК. Вут кутне (к огню) пыма хăрушă. Сред. Юм. Пос котне йолаччин çапах ĕçлеççĕ (кончают полевую работу после других). Ст. Чек. Витре пус кутĕнче ларат. Ib. Алăк питĕркĕччи кĕçналăк кутĕнче выртат. Г. А. Отрыв. † Савни каланă сăмаххи халь те чĕре кутĕнче.

кутăнлаш

то же, что кутăнлан. И. Федотов. Унтан хальхискер тапратрĕ, тет, кутăнлашма. Ниушли эпĕ ку таранччен çара уран килтĕм? тесе калать, тет. Юç. такăнт. 51. Кăçал ати кутăнлашнипе тăн тухнă. Орау. Ан кутăнлаш ĕнт пĕре илнĕ япала çинчен, — кутăнланса пуяймăн! Хурамал. Кутăнлаш, упрямиться, сутяжничать (напр. памалла япалана памасть и пр.). КС. Кутăнлашса (сутяжничая) çав анана ахалех акса илчĕ (засеял и сжал). || Капризничать.

кутăн-пуçăн

взад и вперед, туда и сюда, шиворот на выворот, вверх тормашкой. Уравăш 2. Халĕ вĕсем, йышланса... Уравăш çырми тăррине... çичĕ çырма юппине, усал çĕре пăхмасăр, кутăн-пуçăн тиркемен: саркаланса пĕр ларнă. Теперь они размножились и широко расселились по семи отвершкам Ораушинского оврага, не глядя на то, что тут неудобное место, ничего не разбирая, как попало. ЧС. Ак эпĕ сана каçчен çиме парам мар! терĕ те, пӳртрен, кутăн-пуçăн тĕртсе, кăларса ячĕ (вытолкала взашей, не дала ему спокойно выйти). КС. Кутăн-пуçăн йăвалан, кувыркаться на разные лады. Тогаево. Хайхи çармăс котăн-пуçăн пăхкаларĕ те: ом шинчĕ (не знаю), терĕ. СПВВ. Х. Кутăн-пуçăн шухăшла. N. Котăн-поçăн халапсем поплесе лараççĕ (несут похабщину). Хăр. Паль. 3. Амăшĕ хайхи, тин куçне уçрĕ курăнать, ача чирĕ кутăн-пуçăн шутлаттара пуçларĕ. Ib. 23. Уринчен урине хуллен çеç иртеркелесе кутăн-пуçăн пăхкаласа пырать. Якейк. Пĕрре анчах çапрĕ — котăн-пуçăн йăванса кайса, тăнтан кайса выртрăм нумайччен. Орау. Ачине урапа çине лартнă та, кутăн-пуçăн кустарать (двигает взад и вперед). Илебар. Ачи, ни кутăн ни пуçăн (ни вперед, ни назад) тухма аптраса, çавăнтах вилчĕ, тет. || Нерешительно, неопределенно. N. Котăн-пуçăн поплет.

котлă-пуçлă

ногами в одну сторону (лежать). Якейк. Паян тӳшек çине котлă-пуçлă выртăпăр (= орасене пĕр çĕрелле ярса, пуçсам ик пуçнелле). || В перен. см. Хорачка: котлы̆ п̚ос'лы̆ п̚олза. Coierunt. Сред. Юм. Мĕн сăмаха котлă-пуçлă туса çӳрен эсĕ? Эпĕ сана шантарса ятăм вит, халь ĕнтĕ тăта (= тата) котăн тăван. Ib. Эпĕ сана котлă-пуçлă хытланакан (неправдивый) çын темен, аван çын тесе порăннă ко таранччин. См. ура вĕçлĕ.

кутник

(кутн'ик, кут'н'ик), лавка налево от двери; под нею в старину устраивали помещение для телят (зимою, когда отелится корова). Череп. Изамб. Т. Алакăн тепĕр енче кутник пулат. КС. Кутник — алăк панчи сак (ыратасăр пулать). N. Ку кĕрет те, кутник çине выртат. N. Эпĕ, хăранипе, кĕтессе, кутник айне кĕрсе лартăм. N. Хăй кутник çине ларчĕ те, йĕри-тавра пӳрте пăхкала пуçларĕ. См. Paas. 79.

кучча

(куц'ц'а), куча. Ст. Чек. Навус куччи. Н. Лебеж. † Тăванăмсем чунăмсем! Эсир пулатăр куч(ч)апа, эпĕ каятăп пĕчченçи (scr. пĕччен çын).

кушел

(кужэл'), пещер. Чертаг. СПВВ. ФВ. Кушел — супне; çинçе хулăсенчен авса тăваççĕ: унпала арпалăхран арпа йăтаççĕ: эпĕ пĕр кушел арпа выльăхсене патăм, тет. Çутт. 88. Арпа кушел çаккăрăм, анкартине уттартăм. ЧП. Хулпуççине кушел çак. (В Шибач. пиштер).

кожж

(кожж), подр. шуму. Б. Олг. Килхошши шăлма тапратрăм эпĕ: кожж! кожж! шăлтăм (мёл двор).

кӳлетке

(-л'эткэ), то же, что кĕлетке. Тобурданово. Ку лашан кӳлетки аван. Фигура этой лошади хороша. N. Çывăхра çын пулсан, çынна таçта ватса ывăтса ярать (снаряд), çыннăн ним кӳлетки те юлмас. А. Турх. Кӳлетке — картина, образ, рисунок, портрет, а также «и в смысле того, что человек очень слаб». Янтик. Сухан йăранĕсем çине: кураксем, чăхсем, сухана (лук) чавса ан пĕтерччĕр, тесе çĕтĕк сăкманпа е кипкепе, çын кӳлетки (чучело) тăваççĕ. Ib. Çемçе юр çине выртсан çын йĕрри пулса юлат, çавна пирĕн кӳлетке (отпечаток) теççĕ. Ib. Кӳлетке — туловище. N. Эпĕ сирĕн патра виçĕ тĕрлĕ кӳлетке (три портрета) ӳкерсе ятăм; çавсене илейтĕр-ши эсир? N. † Пус кутĕнчи хура хур чысти çăхан кӳлетки; Таяпасен хĕрĕсем чысти шуйттан кӳлетки (совершенное подобие чорта).

ирхи кӳлĕм

первая часть трудового дня, оканчивающаяся с наступлением обеденного перерыва. Питушк. Эпĕ каçхи кӳлĕм анчах кайрăм, ирхи кӳлĕм кайимарăм.

кӳмеркке

(к'ӳмэрк'к'э), объем. Сред. Юм. Пĕр пăт тăварăн кӳмеркки çĕр пăт ыраш чол çиç. N. Эпĕ сана укçа кӳмерккипе пусарса вĕлерĕп?

кӳр

(кӳр, к'ӳр Пшкрт: кӧр), приносить, привозить, приводить; носить, возить, таскать; выписать (человека, откуда-н.). N. Атăла шыв кӳме карĕ. Поехал на Волгу за водой. N. Кĕлте кӳме кайăпăр (у др. кĕлтене кайăпăр). Мы поедем за снопами. N. Эп шыв (утă, вăрман) кӳтĕм (так гов. и в с. Чемуршах). Янтик. Пирĕн ун чухне лашасем килте пулас çук, эс хăвăр лашупах кӳрсе хăвар ăна! Ib. Йăмăкĕ кӳрсе хăварчĕ ăна. Ib. Айта, Микула, кĕлте кӳрер! Ib. Ăсем вут (дрова) кӳреççĕ (возят) халь! Ib. Халь пушăт йӳнĕ чухне пушăт нумайтарах кӳрес тет-ха у (= вăл). Альш. Лашине Шемексем тытса кӳрсе пачĕç, тет. ТММ. Вĕре пĕлмен йытă кашкăр кӳнĕ, тет. (Послов.). Виçĕ пус. 10. Хăшĕ-пĕри тата сиен кӳрекенни те пур. Торп-к. Кайнă чухне юрла-юрла, килнĕ чухне хăса-хăса. (Шыв кӳме кайни). Ст. Чек. Паршă çинче тырă кӳчĕç. || Приносить жертву? N. Чӳк тăвас пулсан, чăвашсем нихăçанах (= яланах) самăр вăкăр илнĕ те, пĕтĕм ялпа пухăнса кӳнĕ. || Дать, возвратить, подавать. КАЯ. Анне: кӳр-ха еппин, пăхам! терĕ. N. Кӳр, эпĕ сан куçăнти турата кăларам. Хурамал. Кӳр, тутăна чуп-тăвап. Б. Олг. Лапка хоçине калатăп: кӳр-ха çана (= çавна), сартла (чит. сардла из сар+тăла) тĕркине (штуку желтого сукна)! Толст. Эпĕ кайран çийĕп, кӳр çак çĕмрен шăнăрне (тетиву лука! Ошибка!) малтан çием. СТИК. Атте, ку çăпатана эпĕ тăва пĕлместĕп! — Кӳр кунта, хам кăтартса парам; мĕн уншăн аттене, чăрмантарас. || Провести. Эпир çур. çĕршыв. 26. Шкулсем валли, тата куç пульнитси валли хӳхĕм çуртсем туса пачĕç, савăтран електриччĕствă кӳчĕç. || Наводить. N. Унăн çиллине хăвăр çине кӳрес мар тесен, тăлăх арăмсемпе тăлăх ачасене усал туса ан кӳрентерĕр. || Причинять. Айдар. † Анне ячĕ хĕр пăхма: малтан хĕрне пăх терĕ, хĕрне намăс кӳр (пристыди), терĕ. || Зарабатывать. Чет. пути. Ялĕ-ялĕнче çĕвĕçсем, атă пусакансем, тир тăвакансем пулнă, пирĕн халăх ниçтан пĕр пус кӳреймен. || N. Мĕнле сăмаха кӳреççĕ вĕсем ăна? В каком смысле употребляют они это выражение? || Придавать силы. ЧП. Пĕчĕккĕ кĕлте, сĕлĕ кĕлти, ыр утсен пуçне çав кӳрет. || Суметь. N. Вулама пит аван вырăсла кӳретĕп. Юрк. Пĕр-иккĕ вуласа пахсан, чиперех вулама кӳрĕн. Ib. Эпĕ ĕçне кӳретĕп. Я сделаю дело, устрою его как надо. N. Ку ĕçне кӳре пуçлат (начинает делать свое дело «как следует»). N. Кӳрсе лартрĕ. Сумел сделать? || Применять. N. Тĕп (коренные, настоящие) чăваш сăмахнех ĕçе кӳрсе çырас пулать.

кӳртер

(-дэр), понуд. ф. от гл. кӳр. К.-Кушки. Эпĕ хам хăваттире шывпа електриччăствă (русское произношение) кӳртертĕм. Календ. 1904. Çавăнпа пахча çимĕç вăррисене, пĕрлешсе, Мускавран кӳртерес (надо выписать) пулать.

кӳрт

(кӳрт, к'ӳрт', Пшкрт: кӧрт), вводить, впускать; вносить. Изамб. Т. Эпĕ, ирхине тăрсан, вут хутап; ĕнене кӳртсе сăватăп. С. Дув. Ку, Яхути, упăтине кӳртет (в избу); кӳртсен: хăнана çиме лартас, карчăксем! тет. || Занести, внестн. Тогаево. Онтан лашасене шăвартăмăр та, витрине кӳртсе патăмăр (отнесли в избу и отдали). N. Çăкăрне калла кӳртсе хума хушнă. || Свозить в помещение. Сред. Юм. Кĕлтене çын итемне кӳртрĕмĕр. Снопы ввезли на чужое гумно. N. Пĕркунтарах паранкă кăларса пĕçерсе çиеттĕмĕрччĕ, халĕ паранкăсене кӳртсе пĕтернĕ. || Поместить. ГТТ. Ун çинчен (об этом) ӳлмĕрен çырăп-и-ха сире, е хам «описание» çине кӳртĕп-и. Юрк. Çак кĕнекене кӳртнĕ такмака каларăм (произнёс). Орау. Вуттине (дрова) ик çĕклеме кӳртне (принесла за два раза, разделив на двое). Ib. Ута (сено) ик çунанах кӳртсе килтĕмĕр (поместив всего навсего на два воза). Богдашк. Ку çынни: катки пысăкчĕ те, çирĕм пăта вунпилĕк пăта кӳртсе килтĕм, тесе каларĕ, тет. || Прибавлять (при тканье). Альш. Хĕрлĕ çине е кăвак, е шурă, е сарă çип кӳртнĕ (о штанах, йĕм). || Взять в услужение, принять на службу и т. п. Панклеи. Тавтапуç сана, хоçа, мана кӳртнĕшĕн (говорит работник. Сказка). Юрк. Чыканĕ, пĕр шухăшласа тăмасăрах: мана патшана кӳртсен (если бы меня сделали царем), эпĕ пĕр çĕр тенкĕ укçине вăрлăттăм та, тарăттăм, тесе кăларĕ, тет. || Вывести (в люди). Баран. 30. Хуçа Пракахвие каланă: хăвар ачана ман патма, эпĕ ăна тумлантарăп, вĕрентсе, çын çине кӳртĕп; кайран, май килсен хăй те хуçана тухĕ, тенĕ. || Принять. N. Атя школа, мана ӳччиттĕл кӳртес мар, тет. Изамб. Т. Хĕрпе кĕрӳ кӳртме пуçлаççĕ. || Зачитывать (в уплату). N. Ун тăхăр тенки çинчен тăватă тенкĕ кӳртетĕп. N. Çав укçана кӳртсе хăвартăм эп (или: тытса юлтăм). Я зачел эти деньги в счет долга. || Внести в уплату за... N. Сан икĕ тенкĕ укçана куланай çине ямарĕç. Çаран пачĕç те, эпĕ çаран илтĕм те, çанта кӳртрĕм. || Выигрывать (в игре). N. Эпĕ пилĕк мĕтеç кӳртрĕм. N. Эпир укçалла выляса (играя в орлянку) виç тенкĕ кӳртрĕмĕр.

кӳт

(кӳт), коченеть (от холода). Рак. Çын хытă шăнсан: пĕтĕмпе кӳтсе кайнă, теççĕ. Ст. Чек. Кӳтес = шăнса кăяс. ТММ. Кӳт, замерзнуть до боли, до полуомертвения. КС. Ал, хыт шăнсан, кӳтет. СПВВ. Шăнса ал кӳтрĕ; çиленсе кӳтсе çӳрет (т. е. не говоря ни слова, со злобой). ЧС. Хальхи çур çанталăка хăвăр та пĕлетĕр: хăшĕ пилĕк таран путса ларнă, хăшин атти тĕпĕ тухса ӳкнĕ, хăшин ури шăннă, хăшин алли кӳтнĕ. (Вирĕм). Хурамал. Хĕлле алă сивĕ шыв ăшне чиксен, алă кӳтсе каять. Шибач. Кӳтсе кайрĕ (озябли руки). Шел. 26. Тĕнсе, кӳтсе, шапарса... пырать сĕнксе Ессепе. Альш. Эпĕ чыстиех кӳтрĕм ĕнтĕ (продрог). Ib. † Шăпăр-шăпăр çумăр çăвать, кӳтмеç(çĕ) иккен пăлан тьыхисем. СПВВ. МС. Манăн алă кӳтрĕ, теççĕ; тата: манăн ăш-чик кӳтсе çитрĕ. || Об исступлении. Йӳç. такăнт. 71. Чунĕ кӳтсе çитнипе, сĕтел çине ӳкет те, ĕсĕклесе улама тытăнать. Н. Тингешево. Чон кӳтсе çитрĕ (когда хочется плакать). Кан. Чунтанах кӳтсе çитрĕм. Кильд. Ку тăлăх ача нимĕн калама та пĕлейман, чунĕ кӳтсе килнипе вăл тата ытларах ĕсĕклесе йĕнĕ. N. Хăвăра кураймасăр пурăннине кура сирĕн чĕрӳсем кӳтсе çӳремеççĕ-и? Беседы. Хăшĕ (иные) çилĕ килсе, ăшĕ кӳтнипе çиллине шăнараймасăр йĕреççĕ. НЧ. Хуйхăпа ăш ӳтнĕ çынсене хăтарса ил. || «Быть в дурном настроении, в молчании». Б. Крышки. || Ожесточаться. N. Атăл таврашĕнче пурăнакан халăхсем пурте тарăхса кӳтсе çитнĕ. Утăм № 1, 29. Çимĕкелле çав кĕриччен тавлашăва татасах, терĕç, çук çын ытла пит кӳтнĕрен пуянсем чарасах, терĕç. Çутт. Укахви кĕтесре пĕр чĕнмесĕр... кӳтсе ларать (молчит, не двигается). N. Çилĕпе кӳтсе (вне себя, от гнева, trausportes de rage). N. Чон хорланса килчĕ, шчик (= ăшчик) кӳтсе тăчĕ çыру çырнă чухне. N. Эпĕ санран письмо час илеймасан, ман чунăм питĕ кӳтсе пурнатm. Йерк. 130. Чун кӳтнипе ун туйне хатĕр паян вăл пăсма (расстроить). N. Утне çитмен туртине. (тенĕ пек), чун кӳтнипе чун хутрăм. N. Пурин те çил-хаяр та пур, кĕвĕçӳ-кӳренӳ те пур... кӳтесси- пăтранасси те пур, вăрçасси-хирĕçесси. П. И. Орл. Çаккăн (его) ачи (сынишка) унччен темшĕн яланах макăрса (кӳтсе) çуренĕ, тет.

кӳште

(к'ӳшт'э), то же, что кӳте. Шурăм-п. № 1. Чăваш арăмин, чее ĕçнĕçем, ĕçнипе ăшĕ кӳштесе каять, тет. || Злобиться, быть в злобном настроении. Альш. Эпĕ ăна пĕр кун туя илсе каймарăм, вăл халĕ çавăншăн кӳштесе çӳрет. || Желать того, в чем после может раскаяться. КС. Арăмĕ ачисене ылханать: ма мур илмест-ши ку ачасене! тет. Упăшки калать: мĕн кӳштен, ачам! тет. || Завражн. Кӳштесе çӳрет. Ib. Эс кӳштетĕн-ха. Тебе нечего бога гневить! (ты недоволен своим счастьем). Чебокс. Ырра кӳштетĕн. Накликаешь беду. КС. Çавă та кӳштет-çке! (имеет все, а недоволен). || Ст. Чек. Кӳштесе çӳрет. (Человек) плачет, не может никак остановиться. Ib. Ан кӳште ĕнтĕ, çитĕ йĕме! || Притворяться, представляться. А. Турх. СПВВ. Мĕн кӳштетĕн? (из шалости представляешь, напр. хромого, нищего, пастуха и т. п.). . СПВВ. МС. Ку ача мĕн вырăнсăр макăрать, кӳштет-и-мĕн? теççĕ. СПВВ. ФИ. Ыратман çинчен ыраттарасси килнĕ пек: ыратать, тиекене: кӳштет [теççĕ]. Ильк. Кӳштет. Притворяется больным. (В оригинале: куштет). || Сятра. Мĕн кӳштесе (кӳштэзэ) ларатăн! Что несешь чепуху! Ib. Ан кӳштесе лар, çĕнĕ ойăк полсаç! Кăмак-к. Килĕнче кинĕпе улĕ, ашшĕне картмасăр, ашшĕ килтен тухса кайса, çапкаланса е ыйткаласа çӳрет-и, вара килĕнчисем ăна: кӳштетĕн! теççĕ (çын шутĕнчен тухса кайни).

кăв

подр. воркованью. N. Эпĕ хĕринче: кăв-кăв! тесе, калаçса çӳрĕп, тесе калат, тет (она).

кăвак

(кы̆вак, квак, коак), синий; сизый; серый; голубой. Ск. и пред. Пасар кăвак йĕмĕ. Ачач. 82. Чӳречисене кăвакпа сăрланă (у дома), карнисĕсене пит капăр эрешлесе пĕтернĕ. Синьял. Вăрман хĕрĕнчи кăвак пĕлĕт, тем çăвасси пур халĕ. Ib. † Вăрман хĕрĕнчи кăвак тĕтри, карĕ вăрман тăршшĕпе. С.-Устье. Кайăр кунтан, кăвак кĕреçесем! Ядр. † Кăвак-кăвак кăвакарчăн, йăви тавра çавăрнат, икĕ çунатне шарт çапать: пĕр çăмарти çук, тиет. Образцы. Кăвак кăвакарчăнăн кăвакĕ çук, шурă кăвакалăн тĕпекĕ çук. Ала 60°. Кăваках канторне те кĕрсе тăрсан, авкалантăм хура та çĕлен пек. Ст. Ганьк. † Çӳл ту çинчи кăвак юман. Собр. Кавак хирте кĕмĕл выртать (пĕлĕтсем). Чăв.-к. † Вăрман хĕррисенче кăвак пылчăк, кĕпер хывса каçса пулмарĕ. М. Чолл. Иван çавăрăнса пăхать — кăвак кашкăр (серый волк). ЧП. Аслă çул хĕррисем кăвак чечек, çулаймарăм кăвакки (синие лепестки) тăкăниччен. Микушк. † Кăвакарчăн кăвак, чĕкеç хура. Эсир (= ты) лайăх, эпир (= я) начар — эпĕ тăраймăп сирĕн умăнта (так!). N. Кăвак сурăх кĕрте ларĕ. (Сĕрĕм тини, т. е. тивни). || Сивый. Образцы 40. Кăвак-кăвак лаша та, кăтра çилхе, тураса йĕс тура витмерĕ. Ала 65. † Кăвакран кушма пустартăм, витеймерĕм кăвак утма. Альш. Вăл чӳке ялан кăвак лаша пусаççĕ. || Седой. N. Пĕр кăвак сухаллă ватă ăстарик. Ск. и пред. Кăвак ватă карчăк. М. Тув. † Кăвак пуçлă атийăм кăвакарнă укçипа кăвак лаша илсе пач (= пачĕ) пире туя парса яч, туй илемне кӳресшĕн. Кĕвĕсем. Шурти, шурта шур лаша та, шурă та пулсан, кăвак юртат. (Смысл м. б такой: «хоть и белая, а рысит по-сиврму», т. е. как сивая). С. Тим. † Хапха умĕнче кăвак пăр, ирĕлмессĕн сунатрам? || Зеленый (в перен. см.). Иштерек. Эсĕ кăвак-ха, ним те корман. Ты еще зелен (т. е. молод), ничего не видал. (Так обыкновенно говорят взрослые молодым, желая подчеркнуть их молодость и неопытность. В остальных случаях употребление «кăвак» в зн. «зеленый» неизв.).

кăвак куç

голубоглазый. Юрк. † Шурă хĕр, теççĕ; кăвак куç, теççĕ; кăтра çӳç, теççĕ. Хора-к. † Мĕн пăхат(ăн), кăвак куç: мана илет, тиятни? Эп аланни виç-тват çол, ачи-пăчи çич-саккăр, атти текен пĕри та (= те) çок; эпĕ сана илес çок, эсĕ мана пырас çок.

кăлар

(кы̆лар, клар), вынимать, вытаскивать, вырывать, выносить, вывозить, добывать. Альш. Хăшĕ (иные) хапхисене кăлара-кăлара ывăтнă (во время пожара). N. Хаçатне урама кăларса çаксанах (вывесили), Чавка Ваççи хăй çинчен çырнине чĕрсе тăкрĕ (изорвал). Икково. † Шор тоттăрăн çӳçи çок; кăларсан (если выпустить?) çӳçи полмĕ-ши? Изамб. Т. Ул вара пур хĕрсене укçа парат та, йапалисене урапа çине кăларат (выносит). || Моштауш. Тата хăшĕ пӳртлĕх кăлараççĕ (вывозят на определенное место, но не домой) те, пураттараççĕ те, сутаççĕ илекенсене. Бес. чув. Унăн аслă ывăлĕ, хай лашине хĕнекен Хайрулла, çав лашипех вăрмантан пĕрене кăларма (вывозить на определенное место, но пока не домой) кайнă. N. Вăрман парас пулсассăн (если дадут), çывăхарах кăларма тăрăшăр. См. тух. Ск. и пред. 102. Хĕлле пулсан, йăлăмра халăх пӳртлĕх кăларать. N. Пĕчик пичче пӳрт пĕрени кăларать. Собр. † Аллăм тулли кĕмĕл çĕрĕ, кама кăларса (снявши) парам-ши? Якейк. Ĕнер аран сӳс кăларса пĕтертĕмĕр. Ib. Ата, Мари, сӳс кăларма? — Çок, ман сӳс халях полимаçть-ха; эп сантан каран хотса (помочила). N. Вĕсен хăйсен кашнийĕн пахча çимĕç пур; çиес килсен, кăларать-татать-çиет. N. Çамрăк йывăçа кăларасси йывăр мар. Орау. Çул çинчи (на мостовой) юра тасатса, чулнех мар, тесе, кăна хăй хăранине кăларса каламасть пулмалла. || Оправдывать, наверстывать (расход). ||Обьявлять, заявлять; кăларнă та (доскребли до камня), çуна тупань шынисем чула перĕнсенех, лашасам тапах (сразу) тăраççĕ. Латыш. Пĕр вăхăтра турă шаланкăпа (канюку) ула-курака шыв кăларма (добыть из земли) хушнă. (Из сказки). Орау. Хĕрарăм пĕр пĕрчĕ кăларсач [тайком продает из дому имущество], пин пĕрчĕ тухать, тет. (Нечто в роде послов.). Сред. Юм. Килтен япала кăларать. [Так говорят, если у кого-либо один из членов семьи имеет любовника (resp. любовницу) и тайком передает (таскает) ему (resp. ей) вещи из дома]. Орау. Микула арăме тыр кăларса сутать (тайком от мужа), теççĕ. ТММ. Вăрлăх кăлар, çурла кăлар, начать сеять, жать. || Вычитать (в арифметике). || Насчитать. N. Хӳмине этем виçипе виçсе тухса, çĕр хĕрĕх тăватă чике (локтей) кăларчĕ. || Лишить (напр. голоса, земли). Кан. Кăларас ăна сасăран, кăларас! тесе, кăшкăра пуçларĕç. || Пропустить, продеть. Бгтр. Çак йĕп виттĕр канат кăлар, вара, кăларсан, икĕ пин тенкĕ парăп. || Снять. Юрк. Кĕрӳшийĕн (у жениха) аттине уринчен хĕрĕ (невеста) туртса кăларса хыват. || Согнать. N. Ман йăвана (в мое гнездо) темĕскерле кайăк кĕрсе выртнă. Атя-ха, кăлараймăпăр-и ăна? || Низложить. N. Патшана кăларчĕç. || Выводить. N. Вăсам (голуби) çав çура (в это лето) икĕ хутчен чĕпĕ кăларса карĕç. N. Вăл çăмартасене чăха айне хурса кăларсан, вара пĕр çăмартинчен йытă, тепĕринчен çĕлен, тепĕринчен куйкăрăш пулат, тет. || В. Ив. Аван вăрлăха килте кăларнине нимĕн те çитмест (т. е. всего лучше засевать своими семенами). || Выпускать. N. Хама хулана кăлармаççĕ. Учите детей. (Ачана) çын патне пит каларас пулмасть. || Взыскать, вытянуть, extorquere. Кан. Ку пилĕк тенке паянах кăларăп сантан (т. е. отомщу тебе за пятирублевый штраф, наложенный на меня из-за тебя). || N. Хăва (ты сам) курăс кăларатни. || Увезти невесту увозом. Ск. и пред. 63. Петĕр ĕнер сана хĕнерĕ те, кĕçĕр йăмăкна каларса каяс тет. || Выхлопотать. N. Пенççи кăлар, выхлопотать пенсию. Альш. Кăçал манăн Шăмăршă вăрманĕнчен пӳртлĕх вăрман кăларасчĕ (выхлопотать бы). N. Халĕ халăхсем хушшинче халап нумай çӳрет: çĕр кăларса валеçес, теççĕ. || Обнаруживать, выказывать. N. Ял-йышĕсем укçине кăларасса кĕтеççĕ, анчах çук укçа, тухмастех, укçа илсе килни ниçтан паллă мар (совсем не видно, чтобы он приехал с деньгами, нажитыми на стороне). || ТХКА 108. Мана хăратас. Разглашать. N. Çын çине сăмах ан кăлар. Чăв-к. Тăвансем, тантăшсем! Эпĕ усал каланă пулсан, кăларăр çакăнта. || Издавать. N. Çапла туни малашне те халăхсăр пуçне çĕнĕрен закон-мĕн кăлармасса сăмах пани пулать. N. Бюрократия, халĕ хăй майлă çынсене Думăна кӳртме суйлас умĕн, тĕрлĕ çĕнĕ йĕркесем кăларан пек турĕ. || Исполнять (напр. музыкальную пьесу, декламацию и т. п.). || Взорвать. В. Олг. Каран çортая вот тивертсе кăлармашкăн ярнă салтака (в подкоп). || Лить, источать. Ст. Яха-к. Тата унта хăшĕ, тепле çуна айне пулнисем, халăхран катанарах кайса, сăмсисенчен юн кăларса тăраççĕ. || Выдумать, ввести в употребление и т. п. БАБ. Унччен пирĕн ялсенĕн нимĕскерле киремет таврашĕ те çукчĕ, тет; вара çак чăваш, пирĕн ялта пурăна пуçласассăн, пирĕн ялти киреметсене пурне те кăларнă, тет. || N. Çав сăмахран вăлсем, ухмахсем, халап кăларнă. || Сделать, создать. Задонский. Шуйттана та çылăх шуйттана кăларнă (сделал диаволом). N. Асла кăлар. || Создать. ПВЧ. 104. Пирн пуç çĕнчи (= çинчи) йăвăр хуйха курайман тăшман кăларчĕ. || Добывать. N. Ăçтан кăна кăларат! || Устроить (дело). N. Ĕç кăлараймарĕ. Дело сделать, дело устроить не смог (напр., ходатайство не удалось). || Выделать. С. Тим. † Пирĕн хĕр пит маттур: виçĕ çурăм йĕтĕнтен кĕрӳ кĕпи кăларчĕ. Качал. Пĕр юмана касăп та, икĕ такана кăларăп икĕ пулене тăвăп. (Йĕкел). Якейк. Ку крешрен çичĕ хăма кăларас, теп (хочу). N. Виçĕ тĕрке пушăтран хăрах (на одну ногу) çăпата кăларчĕ. || Делать выступом. Альш. Елшелин урамалла крилтса кăлараççĕ (так, что оно выступает на улицу) пурин те. Ib. Пӳрт умĕнчен урама кĕрилтса кăлараççĕ. || Амалăх-Кипеней. Хытă кăларакан чул, хорошо мелющий жернов. || Выкашивать (о косе). Альш. † Ман çаваçăм вырăсла: вăр çавăрса сулăнса, çĕклем утă кăларать. || Уговорить девушку выйти замуж за себя. Юрк. Ачăрсем те маттур, йĕкĕт, теççĕ, мĕшĕн кăлараймастăр савнине. || Разобрать. N. Анчах вĕсем вăл çырăва (надпись) пĕри те кăларайман (не сумели разобрать). || Орау. Вырăсла пĕр сăмах та кăлармасть (говорит по-чувашски чисто). || Произносить. Альш. Калаçма та тутарсем манерлĕрех кăларса калаçатчĕç калаçнă сăмахĕсене (они). ТХКА 62. Ман арăм пăртак çармăсларах кăларать сăмаха, мĕншĕн тесен эпĕ арăма Атăл хĕринчи Шамал патĕнчен илнĕ. || В качестве вспомог. гл. N. Пĕр-икĕ станция (= стантсă) та иртмерĕ пулĕ, эпĕ хай хаçетĕме часах вуласа кăлартăм (прочитал). Альш. Авă пирĕн паян хыçалти пӳртрĕ çăкăр пĕçерсе кăларнă (испекли) — ăшă; çавăнта тухса выртар. Цив. Лаши кутне çавăрчĕ те, тапса, пуçне шăтарса (пробив), мимминех сиктерсе кăларчĕ (вышибла мозг). Юрк. Тепĕр ырă памĕтник умне чарăнсан, ун çинчи çыруне вуласа кăларчĕ (прочел).

кăларса ил

вытащить. Орау. Укçана эп кăларса илнĕ пуль, тесе, хăрарăм. || Жениться, взять невесту украдкой (без ведома ее родителей). Тиханьк. Юрк. Эпĕ сана вăрттăн кăларса илĕп (увозом). БАБ. (Надев на голову пудовку) хапхаран пĕр çакланмасăр тухсан (не задевая за столбы), арçын пулсан, арăмне кăларса илет (женится украдкой), теççĕ; хĕр пулсан, хăй тухса каят (выйдет замуж самокруткой), теççĕ. (Гаданье в «çĕнĕ çул каç»). Альш. Вăрласа илес, кăларса, тет: апла хулăн (вено) пама нумай кирлĕ мар, тет.

кăларса кай

вынуть, выпустить и уйти. N. Хэ, мăйракине кăларса кайнă! Эпĕ те, тытса, пиçихирен кăкарса янăччĕ, тет (я поймал было оленя и привязал его за рог к поясу; а он оставил свой рог и убежал). || Отправлять (солдат). Юрк. Эпĕ Чĕмпĕре пырсан, тепĕр кунех (-н'эх') тетене кăларса кайрĕçĕ. || Украсть (невесту). N. Хĕр кăларса карĕ (по предварительному соглашению).

кăлас

(с кратк. ы̆), клас. Янорс. Эпĕ конта кĕрсен, мана кашнă çол тепĕр кăласа коçарса пучĕç (= пычĕç) те, эпĕ виç çолтан вĕренсе тохрăм.

кăлат

(кы̆лат), кладь, большой стог. N. Анкартине кăлат (пысăк капан) пар, пăтавккана манит пар. (Моленье). N. † Укалчаран тухсан, эп утă çултăм, икĕ кăна кăлат эпĕ лартрăм. Ст. Чек. Кăлат = çĕкĕрт (ĕçкĕрт).

кăмака

(кŏмага, кы̆мага), печь, печка. Виçĕ пус. Кирек мĕнле çунакан япалана та, çунтарса ярсан, унтан кăмакара кĕл юлать. N. Çĕнĕ çынĕ кăмака умĕнче тăрать вара. Унтан салам парать, кăмака умĕннелле (так!) лапчăна-лапчăна пырса. Сятра. Кăмакара йĕп сикет. (Коршак вĕрени). Сред. Юм. Ĕлĕххи кив пӳрт кăмакисĕне тунă чохне пĕтĕм ратне халăхне пуçтарса тунă; çав кăмака тунă тессине: кăмака çапнă, тенĕ. N. Эпĕ пӳрте кĕтĕм те, кăмака патне ăшăнма кайса тăтăм. КС. Пичĕ кăмака пек унăн (здоровое, толстое). Букв. 1904. Кăмака çинче кĕç темĕскер пăшăл-пăшăл тунине илтех каять. КАЯ. Унтан тата атте, пĕчĕкрех хуранпа ширпе (шӳрпе?) йăтса килсе, кăмака кутне лартрĕ. Пшкрт: кы̆мађа ты̆ђас — подбросить дров. Якейк. Паян, вот чĕртме хăтланса, чон тохрĕ, кăмака теме (почему-то) тортмаçть (не тянет, нет тяги). Ib. Çипе кĕллесен, кăмакая хăваççĕ. — Эп паян çип кăмакая хурăм та-ха. — Çипе кăмакая паян хусан, ыран ир кăлараççĕ. (Кăмака пĕре сивĕниччен) пиçимасан, тепĕр хут хăваççĕ. || (Одна) топка. Юрк. Пĕр кăмакара. (за один раз) 10 çăкăр та ытла пĕçерме пултараççĕ. Орау. Мулчана виçĕ кăмака çунтартăм та, çапах ăшши пулмарĕ (сожгла три истопели дров, одну за другою). || Подобие печки. Якейк. Эпĕр паян çыр хĕрне (= хĕррине) кăмака авăтса вот хотăмăр. Мы сегодня вырыли на берегу речки печку и затопили ее. N. Кăмака пек (о толстых бабах). См. юшка (льушка), мăрье (тăрпа, трупа), пултар, çунтар, вут чăрт, вут хут, тĕнĕ, турчăка, мелке, вучах.

кăмака çийĕ

пространство, место на печи, Бур. N. Ку кукша калат, тет: пичче, эпĕ те пырам-и? тенĕ. Пиччĕшĕсем каланă: лар-ха кăмака çинче, кĕл пуçтарса, терĕç, тет. Кан. Вăл кăмака çине хăпарат те, икĕ урине явкаласа, чĕлĕмне пак-пак! туса çеç мăкăрлантарса выртать. Сред. Юм. Эс кăмака çинчен анайман! тесе: эс çын çине тохса, çынсĕм мĕнле порăннине корайман, тессине каласçĕ. Ib. Кăмака çинчен анман çынсем халь те пор-мĕн о! Оказывается, и теперь есть люди, которые никуда не выезжают!

кăмăл

(кŏмŏл, кы̆мы̆л), сердце (в переносном смысле), средоточие человеческих чувствований. N. Уçă кăмăлпа савăнса пурăннă. БАБ. Аттен кăмăлĕ вара çав сăмахсемпе çаврăнчĕ те, кĕпене тăхăнса ячĕ (т. е. он поддался убеждениям). N. † Чĕнтĕрлĕ кĕпер — юман кашта, унăн айĕсенче кăвакал; кăвакал та лартăр, хур та лартăр, ан юлтăр-и кĕперĕн кăмăлĕ! ЧП. Сарă кăтра çӳçĕме ӳстертĕм лавккари йăс (= йĕс) тура кăмăльшăн. Ал. цв. 1. Кăмăлăр мĕнле кученеçе савать, эпĕ сирĕн валли çав кучченеçе илсе килĕп. ЧП. Çамрăках та кăмăлпа кулса яр, манăнах та кăмăлма уçса яр. N. Вĕсем ачи-пăчине: эсир чӳкленĕ вăхăтра пĕр-пĕринпе ан вăрçăр, епле те пулса çемçе кăмăлпа çӳресе ирттерĕр, тесе, вĕренте хураççĕ. N. Ăшĕсенче усăл кăмăл тытакан тĕрĕс мар çынсем. N. † Сан кăмăлă епле-тĕр, ман кăмăлăм сана туртатĕ-çке. N. Кăмăла çын çумне çыпăçтар (влюбиться). Образцы 102. Савап, тесе, мĕшĕн улталан, кăмăлăнта пулмасан? N. Çакă çамăрк хуçа арăмне пурте пит кăмăлтан (искренно) савса юратнă. N. † Çак ыр хоçа кăмăлне йори килтĕм йорама. Сĕт-к. † Эпĕр çиччĕн пĕр тăван, çич çил армань лартрăмăр; çич çил армань хошшине йĕсрен кĕпер хурăмăр (= хыврăмăр); йĕс кĕперĕн варрине кĕмĕл йопа лартрăмăр, кĕмĕл йопа кăмăльне çичĕ пăчăр пырса лар(ч); çичĕ пăчăр пыршинчен чĕн тилкепе хотăмăр. Чĕн тилкепе шартлатать, хора лаши хортлатать. Кайăр контан, хора, хĕрсем, килĕр конта, сар хĕрсем! ай, мочай, хватьяр яр, хватьяр яр та, хĕрне пар. Якейк. Кăмăлна йăвăр илнĕ полсан та, паянхи кон çавăр! Хотя ты и сердита, но забудь это на сегодняшний день! N. Вăл чашка ак епле кăмăлĕсемпе тăваççĕ. ТХКА 58. Çапах кăмăл выçă вара ман. Пурне те ярса илесшĕн эпĕ. || Желание, сердечное предрасположение. РЖСК 2. Ватă (старик) вĕсенĕн кăмăлне тунă (исполнил). Кĕвĕсем. Хăта ярса хăтапа килмесен, вăрласа илес кăмăлăм пур. Собр. Çула çӳрес кăмăлă пулсан, хăнтан вунă хут лайăхрах юлташ тупса кай, теççĕ. (Послов.). Тоскаево. Кăмăл килен пĕр турам, кăмăл юлан çĕр турам, теççĕ. (Послов.). Собр. Кăмăл турам — пĕр турам, теççĕ. (Послов.), ГТТ. Ман кăмăлпа вăл кунта пĕртте ан килтĕрччĕ. Я совсем не хотел бы, чтобы он приехал сюда. Ск. и пред. 95. Мĕншĕн манăн камăла, çав юлашки кăмăла, тумарăн-ши, аттеçĕм? СРОВ 5. Ашшĕ унăн (ее) кăмăлне хирĕç пыман (не препятствозал). Юрк. [Пихампар] чун-мĕн çуралсанах, ăна ăс панă, кăмăл, хастар паyă. И. Е. Ефим. Ку çыру хыççăн тата ярас (послать) кăмăл пур, N. Мĕн чухлĕ пама кăмăлĕ пур? За сколько хочет он отдать? N. Хăй кăмăлĕ хыççăн кай. ЧС. Ĕнтĕ хăй кăмăлĕ: вилет-и, юлат-и — кайса пăрахас перех хутчен (т. е. если он сам хочет, так все равно, пожалуй, отвезти что-ли его в больницу — умрет ли он там, или выздоровеет). Пир. Йал. Вăл ял халăхĕ кăмăлпа памасан, районри çĕр комиççи урлă ыйт. N. Кăмăлпа тунă ĕçре хăвалани вырăна килмест. N. Пурте ку ĕç кăмăлпах (добром) иртсе каять пулĕ, тесе, шухăшланă. N. Парсан, ырă тăвас кăмăл пур; памасан, усал тăвас кăмăл пур. (Сĕрен). Альш. Кăмăлĕсем пурин те уччилнире. Конст. чăв. Эпĕ вăсене пĕтĕм ялтан-йышран салам калăп; вăсем те, кăмăлĕсенче пулсан, салам каласа ярĕç хурăнташĕ-ăрăвĕсене. Якейк. Кăмăлне кирлĕ таран вăл паломми толтарчĕ (сколько ему угодно было, столько нарвал). Трхбл. Ĕнтĕ кăмăлăр пысăк, кăмăлăр пысăк (ваши сердечные запросы, требования велики); кăмăлăр юлсан епле тупам-ши? Юрк. † Сарă хĕр, сирĕн кăмăлăр пит пысăк, кама каяссине пĕлетре? Хурамал. † Çынсен кăмăль (запросы) пит пысăк; эпир уна кӳрес çук, кӳрсен, кӳрĕ ырă çын. ЧП. Кăмăлăрсем пысăк (вы горды) — юраймăп. Тим. † Ай-уй, савнă тусăм, хура куçăм! кăмăлăрсем пысăк пулсассăн, пирĕн, тус тусассăн, урăх та пур (найдем другого друга). || Свойство характера. N. † Манăн кăмăлăма эсĕ ху та чухларăн пулĕ, апла çынсене эпĕ питех мухтамастăп. N. Кăмăлĕ аслă унăн. ЧП. Йăвăр сăмахăра ан калăр: кăмăлăм çемçелчĕ, чăтаймăп. Собр. † Акка, санăн кăмăлу пит аван, мĕн курассисене пĕлетре? Юрк. Вĕсем те ăна, усал кăмăлне пĕлсе, кахала, нимĕн те памаççĕ. Хора-к. Кăмăла кора тор парать; (Поверье). Н. Пинер. Кăмăла пысăк тытсассăн, кăмăла çилпе хуса çитес çук. (Послов.). Юрк. † Кăмăлăр лайăх — юрлаймăп. Якейк. † Кĕмĕл çĕрĕ кăмăлăм; тохса, ӳксе çохаласран ыр хĕр илсе тăхăнинч. (Солд. п). Н. Карм. † Манăн кăмăлăмсем пит хытă мар, часах юлĕ, сиввĕн пăхсассăн. || Настроение. Иревли. Халĕ ĕнтĕ куратăпах (непременно увижусь), тесе, хуларан тухса кайрăм, кăмăла çĕклентерсе. Е. Орлова. Манăн паян кăмăл лайăх. У меня сегодня хорошее настроение. N. Ачасен кăмăлне (кăмăлĕсене) ан пăс. Не расстраивай (не обижай) детей. || Удовольствие. ТХКА 23. Этем ӳтпе тăрăнса ларап та эпĕ, юн сăхатăп; ман мĕн пур кăмăл çавăнта, тет сăвăсĕ (клещ). || В зн. послелога. ЧП. Юрлассăм килсе юрламастăп, пĕр сирĕн кăмăлшăн (ради вас) юрлатăп. Якейк. Эп çакăнта ма килтĕм? — Пичипа инки кăмăлне.

кăмăла хур

принимать во внимание? N. Эпĕ мĕн каланине кăмăла хурса.

кăмăл урлă пулни

легкая обида, быть слегка обиженным. ТХКА 28. Карчăк кăмăлĕ урлăрах пулсассăн, эпĕ çапла та каланă ăна etc.

кăмăлла

одобрять, принять, симпатизировать, probare. Сам. 27. Сана хапсăнса кăмăллас та çук! Беседы на м.г. Çак выртакан выранăм (постель) çинче эпĕ йĕре-йĕре куççӳлĕ юхтарнине кăмăлласа ил! Тет. Кама кăмăллать, çавна илтĕр! Пусть берет ту (невесту), которая ему нравится. Изамб. Т. Ул ача çав хĕре камăллат (любит). Ib. Çав евчĕ тупакан ачана кăмăллатна (нравится ли он тебе)? тесе ыйтаççĕ (у девушки). || Оказать внимание, сочувствие. Шурăм-п. Çынна: лар, тесе, кăмăллам (= уншăн лайăх пулам), темерĕ ĕнтĕ вăл. Он не подумал о том, что этот человек шел и устал и что надо предложить ему сесть и тем оказать ему внимание. N. Ати темпе пит хавшаса çитрĕ (совсем близок к смерти), эс те пулин пырса кăмăлла хăт. || Желать. N. Кунта мана вăл хам чĕре кăмăлланă вырăна тупсах пачĕ.

кăмăллă

добрый; симпатичный, приятный. Юрк. † Урпанăн сăрисем, ай, кăпăклă, пирĕн çак тăвансем кăмăллă (добрые). Ib. † Сирĕн сăрăрсем хăмлалă, килĕре килнĕ хăнăрсем кăмаллă. Скотолеч. 3. Кăмăллă (смирная и пр.) лаша пынă çĕртех чарăнсан... СТИК. Пĕр те çын кăмăллă çын мар (человек не возбуждающий к себе симпатии, недобрый), кашкăрла пăхат (нелюдим, дик). || Ласковый, любезный. Пшкрт. и др. || Каша. Кăмăллă кун, приятная погода. || Пшкрт. Кăмăллă çын, любезный, любящий человек. || Довольный. Юрк. Митюк, тепле ĕçлеме ӳркенсен те, пăрачĕ (брат) пулăшнипе пăртак кăмăллăрах çӳрет. || Приятно. Ст. Шаймурз. † Юрла-юрла ĕçме кăмăллă (приятно). С. Алг. † Урайăрсем тикĕс пулсассăн, çӳпписене шăлма кăмăллă. N. Вара çăварăмри сăмахăмсем, ăшăмри шухăшăмсем ялан санăн умăнта кăмăллă пулĕччĕç. N. Манăн юррăм ăна кăмăллă пултăр. N. Халĕ эпĕ хам та, чипер йĕркеллĕ пурăнсан, питĕ кăмăллă пурăнатăп (т. е. мне всего хватает, я не тужу). || Сердечно. N. Пĕр хăй шухăшланă кун, ирхине ирех, кăмăллă асăнса, пĕр чукунпа пăтă пĕçереççĕ. || Ласково. Сред. Юм. Хăй патне хăнана кайсан, пит кăмăллă пăхать. N. Кăмăллă поплет. Говорит ласково.

кăмăл татăлни

огорчение. Конст. чăв. Эпĕ çапла каласа пĕтериччен те тӳсеймерĕç, пурте, кăмăлĕсем татăлнă ачасем пек, ĕсĕклесе макăра пуçларĕç.

кăмăл тулни

удовлетворение, довольство. См. сăптăр. Емельк. † Лартăм атте-анне килĕнче, атте-анне кăмăлĕ туличчен те, хам (надо: хамăн) кăмăл тулмарĕ. Пазух. Ай-хай пĕр аттеçĕм, пĕр аннеçĕм, куçпа курса кăмăлăм, ай, тулмарĕ! ТММ. Пулчĕ! кăмăл тулчĕ. Янтик. † Эпирех килтĕмĕр — кил тулчĕ, çак хăтанăн кăмăл тин тулчĕ. ЧП. Утăн юлнă кăмăлĕ тулмĕ-шин? Туй. Ей хăта, тулчи кăмăлăр? тет. Кунтан (ытла) сăмахăм çук, тет. N. † Сирĕн юлнă кăмăл тулмĕ-шин? Не заглажу-ли я свою вину против вас? Альш. † Калас сăмаха калаймарăм çамрăк кăмăл тулнăран. Бугульм. † Такçан килмен тăван(çăм) халĕ килчĕ, тахçан юлнă кăмăлçăм тин тулчĕ. N. Хур курнă чух, инкекре чух, хăваланă, хĕсĕрленĕ чух, манăн кăмăлăм тулса тăрать; мĕншĕн тесен эпĕ хăçан халсăр, çавăн чухне хăватлă. N. Унпала кăмăл тулса тăрать, пит-куç савăнăçлă çӳрет.

кăмăл туртни

влечение, желание. Иревли. Эпĕ халĕ кăмăл туртман çĕртре пурăнатăп. N. † Çĕнĕ çăпата, шур чăлха — мĕшĕн сыртăм пылчăкра? Кăмăл туртмасть, чун савмасть — мĕшĕн турăм тусăма? N. Ăçта кăмăл туртат, çавăнта кайтăр. N. Унта каяс килмес, кăмăл туртмас (чун туртмас, нет расположения). Дик. леб. 38. Пирĕн пĕтĕм кăмăл çакăнталла туртать пире. N. Çавăнпа эпĕ вĕсене хăйсен кăмăлĕ туртнă хыççăн çӳреме ирĕк патăм. N. Ĕçкĕ-çикĕре унпа пĕрле эрех ан ĕç, санăн кăмăлу унăн еннелле ан турттăр. Чума. Апат-çимĕç енелле пĕрте кăмăл туртман. Ib. Нимĕне те кăмăл туртман. N. Сире кунта темскер хăвăр пĕлмен кăмăл туртать. Алекс. Невск. Çавна кура темĕн тĕрлĕ ĕçлеме тăрăшакан çынсенĕн те ĕç енне кăмăл туртми пулнă.

кăмăл хуç

подействовать на душевное настроение, растрогать. Конст. чăв. Эпĕ юриех ку Никанорăн чĕрине тивертсе, кăмăлне хуçса пулми-ха, тесе, калаçнă чухне ялан, май килнĕ вăхăтра, «кукка» çине «кукка» хуратăп (все называю дядей да дядей) || Расстраиваться. Альш. † Мĕшĕн эсĕ, тăванăм, йĕретĕн, çамрăках та кăмăлна хуçатăн? (расстраиваешься). Ib. Пĕтĕм кăмăла хуçать (пение в школе). || Обижать, огорчать. Изамб. Т. Эпĕ сăра ĕçме кайсассăн, сĕтел хушшине ларнăччĕ. Пĕр ват çын пычĕ те: эс çамрăк-ха, унта(н) тух, тесе, манăн кăмăла çынсен умĕнче хуçрĕ (обидел, осрамил). || Склонить (кого к чему). Йерк. 153. Ашш(ĕ)-амăшĕ хашкаса кĕрсе тăчĕç ун умне (перед нею), ӳкĕтлесе, ятласа хуçаймарĕç кăмăлне.

кăмăл хуçăлни

огорчение, dolor animi. ЧС. Луçа (= пăшие) çапла çĕклесе хăпарнине курсан, вилнĕ çынна пытарма çĕклесе кайнă чухнехи пекех туйăнса кайрĕ те, кăмăл хуçăлса, пĕчĕкçех йĕрсе ямарăм. Сред. Юм. Ô йĕнине кôрсан, хамăн та кăмăл хуçăлса, куç-çулли тôхрĕ. Ib. Ĕлĕк хам асапланса çӳренине аса илеп те, халь те кăмăл хуçлат (= хуçăлать). Ст. Чек. Кăмăл хуçăлчĕ = йĕрес килчĕ. N. Кăмăлпа хуçăлса макăр. Бес. чув. Эпĕ çиленместĕп, анчах манăн кăмăлăм хуçăлать, чĕрем ыратать. Е. Орлова. Кăмăлĕ хуçăлчĕ. Огорчился. ЧП. Ютран сив сăмах илтсессĕн, кăмăл хуçăлат, йĕрес килет-ĕçке! N. Итлесессĕн итлесессĕн, кăмăлĕ хуçăлса (= хурланса), тӳсеймесĕр, пӳлĕмне кĕрсе, йĕнĕ вара.

кăмăртаттар

понуд. ф. от кăмăртат. СТИК. Эпĕ çухари кăмăртаттаратăп. Сред. Юм. Сивĕре сурăхсем улăма камăртаттараççĕ кăна. (Подражание звуку который получается, когда едят, напр. ягнята и лошади). Ib. Лаша сĕлĕ çинĕ чôх кăмăртаттарса çиет (или: сĕлле кăмăртаттарса çиет). Лошадь хрупает овес. СТИК. Мĕн кăмăртаттарса выртат çав? — Пăрçа кăмăртаттаратăп.

кăнтар

(-дар), понуд. ф от гл. кăн; вытянуть, протянуть, натянуть; торчать. Сред. Юм. Мĕн пуçна кăнтарса тăран ôнта (вытягиваешь?), корман-и-мĕн эсĕ япала? Пазух. Манăн хура çӳçĕм кăтраччĕ, тура пĕлмесĕр те кăнтартăм. Хочаш., Качал. Ыйткалакан (нищий), панине илес тесе, аллине кăнтарать. И. Р. Роман. Аллуна ан кăнтар! теççĕ, пĕри çапма хăтлансан (= рукам воли не давай). Ib. Паракан аллине кăнтарать. Ib. Пуçтаракана, аллине кăнтарса пĕр татăк çăккăр парнĕ (= пачĕ). N. Ленин аллине кăнтарса тăрать (аллине тăсса кăнтарса тăрать, на памятнике). N. Пит вĕриччĕ, патнелле алла кăнтарсан (если вытянешь, протянешь руку), катаранах алла пĕçеретчĕ. Ефремова (Алик. р.) Парас çук-тăк, аллуна мĕн кăнтаран? Сред. Юм. Сăрана ăшă пӳртре лартнă та, кăнтарса янă (у него потерялся хороший вкус; у др. хытарса янă). Альш. Пуса тарасисем кăнтарса тăни курăнать вара (в таком случае) рамран. Шибач. Пир кăнтарса хотăм. ЧП. Варринчи çăл патне (вар. кутне) шур пир кăнтартăм. Чăв. йум. 1924, 55. Амаçури хĕрне пиррине кăнтарнă кумнă чухне йăнăш туса парать. СПВВ. Кăнтарса = кăмтарса. Тайба. † Татăк, татăк улача пĕр кăнтарса тĕртнĕ пек; çакă ялсен хĕрĕсем пĕр хурана кĕнĕ пек. N. Çӳлĕ çĕрте кăнтарса тăракан шĕчĕ (= шăчă) çил вĕрнине чăтаймасть. Альш. Пит çăмарти шăммисем тăраççĕ ик енче кăнтарса (у чуваш). Йуç. такăнт. 34. Аллине кăнтарсах тăрать. Хĕн-хур. 104. Итрен (имя мужч.) кăнтарнă пырать тукшана. Чакка (имя мужч.) чавкăнать çумри хушшалла. || Переносно — положить начало. Тюрл. Паян сохана кăнтарса хорас (надо начать пашню). N. Пӳрт никĕсне хускатнă (= кăнтарнă, т. е. стали делать; ака кăнтарнă (= акана тухнă). Г. А. Отрыв. † Шурă киçипрен (из бумажной пряжи) шурă пир эпĕ кăнтартăм, кăнтартăм та, куçран кăлартăм. Хочаш. Пирĕн çипе (пряжу) сӳре çине карнине кăнтарас теççĕ. || Убить, укокошить (заставить протянуть лытки). || Уговорить. Изамб. Т. Ача йĕне чухне ăна, кăнтарас тесе, япала (что-нибудь) параççĕ; вăл вара кăнат, йĕме чарăнат. Ск.и пред. 72. Атте-анне ухмах çав, мĕн каласа кăнтарас?

кăна

(кы̆на), только; исключительно. СТИК. Ун ячĕ кăна чăваш, пурăнасса вырăсла пурăнат. Он только по имени чувашин, а живет по-русски. Ib. Ку япалана ахальрен кăна, кăтьăр-катьăр тукаласа хунă. Этот предмет сделан очень плохо; только так себе, Ib. Ахальрен кăна кĕрсе тухам, терĕм. Я зашел так, от нечего делать. Ib. Клетки кăна тăрса юлнă. Остались одни кости да кожа. Халапсем. 29. Кувăн аттисем ман урана чух кăна (как раз в пору) пулмалла. Юрк. Хăш чухне тата çавăн пек хăй кăмăлне килнĕ кĕнекесене хăй вуланипе кăна мар, ытти çынсене те вуласа пăхма панă. Ib. Ĕлкĕрсен, эй çиме аван пулат-çке! — темĕн тĕрлĕ тутлă. Ăçтан кăна чăвашсем апла тума вĕреннĕ-ши! Ib. Унта эпĕ шăмăсем кышласа кăна пурăнăтăм (т. е. мне было-бы хорошо). Ib. Епле кăна тыррăмсене выртарса, анкартне кӳртем-ши? Ib. Кăна мĕн кăна тăвам-ши, хай пуçăм тата ырата пуçларĕ-çке? тет, тĕлĕнсе. Ялюха М. Ун пеккине кăна эп куркаланă ĕнтĕ (много я видел таких-то; гов. с пренебрежением). Альш. Ку ача ашшĕпе амăшне: çăкăр парăр, тесе кăна тăрат, тет (все просит хлеба). Лешсем ăна касса парса тăраççĕ, тет. Изамб. Т. Хăранипе чĕтĕресе кăна тăтăмăр (во время грома). БАБ. Каçхине çурçĕр тĕлĕнче кăна пырать, тет те, эл алăкĕсене, пырса, шакăртаттаратьчĕ, тет, эл тата etc. || Только что. Землед. Эпĕ чей ĕçсе кăна тăранначчĕ, трактире çынсем пухăна пуçларĕç. Хурамал. Пусас кăна, тенĕ чухне... || Употр. для большего оттенения той или иной черти. N. Лутра кăна хурăн, низенькая березка; хура кăна çын, красивый такой брюнет; пĕчĕкçĕ кăна, малюсенький; çамрăк кăна, молодой такой. (Некоторые слова являются характеристичными для отдельных говоров; напр., понятие исключительности выражается в них различно: анчах — чаще у верховых чуваш, çех, çеç, çих, çиç — у чуваш средней полосы, кăна — у южных, низовых; тулккĕ — у нек. низовых). Юрк. Пĕр начяр кăна пурăнакан чăваш та хăй ачисенчен пĕрне çыру вĕренме ярат. Ib. Малтан пăттин пĕçереççĕ, унтан тиркĕ çине ăссан, çу сапсан, калекпе пит лайăх кăна (как следует) пăтратаççĕ. С. Айб. † Лашана çапрăм лайăх кăна (сильно), старик тăрах юлчĕ! Альш. Вĕсем те Çерçикассийĕн вĕçнерех кăна пурăнаççĕ (ютятся у конца деревни). Никит. Пурне те питĕ кăна (очень даже) йывăр килчĕ (в засуху). || Иногда в песнях, как бы только украшает речь. Кубня. См. ытар. Альш. † Шăнкăр кăна, шанкăр шывсем юхать, шăнкăрчă чĕпписем шыв ĕçет. Ib. † Улма йывăç лас кăна (развесистая): турачĕсем вак кăна. Бел. Гора. † Çеçен те хирте çаврака кӳлĕ, çаврака кӳлĕре тăватă кăвакал; персех илĕттĕм амине кăна, тăкăнса юлĕ мамăкĕ кăна. ЧП. Хура кăна çĕлен эпĕ вĕлертĕм.

кăпăр-капăр

(кŏбŏр к̚абы̆р, кы̆бы̆р-к̚абы̆р), подр. гременью. Альш. Тула тухаттăмччĕ; пăлтăрта темĕскер кăпăр-капăр! турĕ те (загремело), сехрем хăпрĕ. || Быстро, живо, на скорую руку. ЩС. Кăпăр (кŏбŏр)-капăр анчах пуçтарăнса карĕ. Юрк. Пӳрте кĕрсен, кăпăр-капăр часах кĕлтуса илсен, пăраçникпе тав туса, кĕлтунăшăн укçа та илсен, епле килнĕ, çапла часах эрттиллипе кăпăртатса тухса та каяççĕ. Ib. Алăкĕ уçă выртнине курсан, пӳртрен сиксе тухса, тӳрех маччана кăпăр-капăр улăхса каят. Ib. Ун сассине илтсен, çывăракан салтаккисем те, вăранса кайса, кăпăр-капăр (проворно) сиксе тăрса, пăшалĕсене йăтса, лешин хыçĕнчен: ура! ура! ура! тесе, кăшкăрса чупа пуçлаççĕ. Сред. Юм. Эпĕ эс тухса кайнине сисмен те, как пырса каласанах, кăпăр-капăр ĕçе пăрахап та, тухса чупап хăвăртрах. Шел. 140. Кăпар-капăр тумланăр, çăвăр питĕр-куçăра! Ib. 73. Кăпăр-капăр çиелти тумтирĕсене хывса... акатуй тăваççĕ. Никит. Паçук хăвăрт сиксе тăчĕ те, кăпăр-капăр питсем çуса, выльăхсене урама хăваласа тухрĕ. Илебар. Çак хĕрсем ачана кăпăр-капăр кăларса пытарчĕç, тет. Халапсем 34. Пăрушĕ те, хăраса: мук! тесе кăшкăрса, кăпăр-капăр пӳртрен, салтака тĕртсе ӳкерсе, тула, урама, тухса каять. N. Кăпăр-капăр кайса килем-ха çавăнта! N. Вăл ĕçе кăпăр-капăр туса пăрахас пулат. || Кое-как (в частности, напр. с плохою упряжью), попросту. Изванк. Çавăнпа пичче пĕр кунне çав Кукша Майрана (старуху-йомзю) илме лаша кӳлсе, шăнкăрав çакса кайрĕ. Кăпăр-капăр кайсан, вăл çиленет; мана кусем этем вырăнне хумаççĕ, тесе, юсас вырăнне пăсса хăварасран хăраççĕ. Çавăнпа ăна пит йăпăлтатаççĕ. СПВВ. ИА. Япалана кăпăр-капăр тыткаласан, час ванать. (Так в Сред. Юм.). || Скарб; хлам. Сред. Юм. Кăпăр-капăр, домашние мелкие-предметы. Ib. Кирек мĕн кăпăр-капăр япаласĕм тем чôл япăхса выртаç кил карче (= кил картинче). N. Кăпăр-капăр япаласене сĕре (зря) лартса çĕртсе ан яр. (Письмо). СПВВ КС. Вăрмана кăпăр-капăр вĕт-шак пухма каятăп, теççĕ; вăл вĕт çапсене, унта çĕрĕк-çарăк вутсене пухма кайни пулать. ПВЧ. 115. Кăпăр-капăр катан пир, пăр (= пĕр) аршăн, та кирлĕ мар, çур аршăн та кирлĕ мар. N. † Кăпăр-капăр кач-таки. || Старые и малые. Орау. Кăпăр (кŏбŏр)-капăр — стариксем, вĕт ачасем анчах.

кăпăш

(кы̆бы̆ш), рыхлый, мягкий, пышный. КС. N. Кăпăш, рыхлый ноздристый, пористый. Изамб. Т. Эпĕ паян кăпăш (мягкий) кулаç илтĕм. Сред. Юм. Хальхи кăмакара пĕçернĕ çăкăр пит кăпăш пиçнĕ те, çиме пит аван. N. Кăпăш (= çемçе) юр çуса карĕ. СПВВ. ЕС. Кăпăш-кăпăш = пит лайăх, çемçе çимĕç. Слакбаш. Кăпăш, рыхлый, пышный. ПВЧ. 112. Кăпăш-кăпăш шур кулаç, хӳме чиксен палăрмасть.

кăранташ

(кы̆рандаш), карандаш. Юрк. Манра пур (которые есть у. меня) кĕнекесене эпĕ хĕрлĕ кăранташпа паллă турăм (отметил). Пазух. Шурă хутне çырасчĕ — кăранташ çук; юррине юрласчĕ, ай, сăвви (слов) çук. Трхбл. † Чӳречĕрсем çинче уртăш йывăç, уртăш йывăç çинче кăранташ. Ĕнтĕ пĕр тантăшçăм, савнă тантăш, хăçан пулăпăр-ши хурăнташ? (породнимся) || Плетёнка (экипаж). Абаш.

кăрт

(кы̆рт), подр. отрывистому, не очень сильному,. однократному дерганью или толчку. КС. Пулă вăлта çиппине кăрт, кăрт, кăрт! турттăрĕ. Эпĕ карт (карт)! туртса кăлартăм. (То же в Сред. Юм). Орау. † Мана пĕр хĕр кăрт тĕртрĕ, кăрт тĕртрĕ те, сахăр пачĕ, эпир уна илес çук. N. Кăрт та тумасть — тапранмасть. Б. Олг. Алăка кăрт тапратрĕ (несколько отворил). Ib. Стӳеле тортс илтĕм (отдёрнул) кăрт! айккалла. ЧП. Хĕрсем чĕри кăрт! турĕ (трепещет от волнения). N. Манăн чĕре савăнните кăрт-кăрт! тăва пуçларĕ. Якейк. Шуйттанан чĕри кăрт-кăрт сикет. Ăна çĕр çинче мĕн те полин тĕлĕнмеле ĕç полассăн туянать. Абыз. † Хура хĕрсем карт сикеç те, кăрт сиксен те, илес çук, эпĕр ялтан илмеле. СТИК. Çывăрма выртрăм та, кăшт тĕлĕрнĕ пек кăна пулса кайнăччĕ, çан çурăм кăрт! сикрĕ (вздрогнул). || ППТ. Пирĕн пĕр пысăкрах çын тупас та, вара кайăпăр; унта вара кăрт та тăвмăпăр («и не дрогнем, не побоимся»), вăл çын чӳклĕ те, пире эсрел пĕрне те тивтермĕ. (Сĕрен). || Еле, с натяжкой. Городище. Ман çĕнĕ тырра çитме çиме кăртрах. || N. Кăрт — «недохватка». Емельк. Кăрта килчĕ = кăшт кĕскерех пулчĕ (пришлось натянуть). Хорачка. Кăрт (кы̆рт), мало. Ib. абат кы̆рт тэ̆л п̚олат.

кăртат

(кы̆рдат), то же, что кăтарт, показать, указать. Тувси. Эпĕ ăна кăртатмас та. Я ему и не показываю.

кăçал

(кы̆з'ал), в нынешнем году, нынче. Орау. Кăçал кĕр (осень) вăрăм пулч. Сред. Юм. Кăçал çôл пит кару килет, тени — кăçал пôрăнма хĕн пôлать, тени пôлать. Ib. Пĕчикрех ачасĕне тыр выртара пуçласан, йот çынсĕм: кăçал тикенет çыпăçнă полас-ке сана та! теççĕ. N. Кăçалтан вара, с нынешнего года. N. Эпĕ кăçалтан йолнă полсан, аланаттăмччĕ. Если бы в этом году меня не взяли в солдаты, то я женился бы.

кăçаллăх

на нынешний год. КС. Утар. Эпĕ кăçаллăха анчах çапла (т. е. скупо) пурнатăп та (проживу), çак çитес кĕркунне çитсен, пĕр çĕр теннĕк (чит. тенк) ытларах укçа тытма шутларам выльăхсенчен. N. Каçаллăха та хăвар-ха ăна. Оставь его и на этот год. N. Эсĕ кăçаллăха кунта юл-ха, терĕç.

кăçкăр

(кы̆с'кы̆р), кричать. Тиханьк. См. кăшкăр, кăчкăр. КАЯ. Эпĕ ăна кăçкăрса каларăм (закричал ей). Вăл кăçкăрни пĕтĕм пахчипех (пахчанах?) илтĕнчĕ (илтĕнсе карĕ). Сятра: кы̆с'кы̆рса п̚ы̆ракр'ы̆с' та (закричали), сиссэрдэ̆м (я проснулась). || Позвать громко. Регули 775. Вăл вăлсене кăçкăрчĕ онта пыма.

кăт

счастье. Хурамал. Автанĕ каланă: эпĕ кашта çинчен кăт парăп, тенĕ. || Слакбаш. Кăтăм вĕçрĕ (= сехрем хăпрĕ). Ib. Кăчĕ вĕçрĕ ĕнтĕ ун! Срв. тат. ҡôтôм чы̆ҡты̆. Ib. Эпĕ ун кăтне вĕçтертĕм-ха! Ну, и задал я ему страху! См. хăт.

кăтарт

(кы̆дарт, ктарт), показывать. Альш. Иванкка Петĕрĕ, авланнă чухне хальхи арăмне йыснăшне кăтартнă, тет. Регули 686. Хăшне тытмаллине кăтартам. Ib. Хăш утне тытассине кăтартрăм. Ст. Чек. Кăтартса пăхам (покажу) çак çынна, илмĕ-и (илми); пурĕ-пĕр (всĕ равно) сутмалла вĕт. Ib. Кăтартса парам-ха вăсене! Проучу-ка их! К.-Кушки. Куçĕ ылмаш кăтартат. У него косые глаза. Срв. Кăмак-к. Куçĕсем пĕр пек кормаççĕ. У него глаза видят не одинаково. N. Çак кинĕ хунямăшне, хуняшшĕне хисеплет, вĕсем умĕнче урине кăтартмасть, пуçне те кăтартмасть. Тогаево. Пĕр чĕлхесĕр старик тăчĕ те, мана пĕрре аллипе темскер туса кăтартрĕ (показал жестом), тепре чĕлхиçне кăтартрĕ. Сятра. Коç шоррине кăтартса (вылупив зенки, напр. — браниться). Юрк. Епле çӳретĕн, кăтарт халĕ! тет. N. Ăна ачасем, нихçан çимесĕр антăхнăскерсем, кăтартса та хăвармаççĕ (съедают все до чиста), пĕр наччасрах пуçтарса çисе пĕтереççĕ. Ала 54°. Çуртсем енне (в сторону строений) кăтартса... Альш. Тĕттĕм кăтартакан кĕленче (о стекле: закопченное, залежавшееся, принявшее мутную окраску). Орау. Тытсан (если поймаю), аçа çапман пуçна, кăтартăп ак (задам тебе), пит вĕрсе тăр-ха! (= полай-ка еще!) || Казаться. Торп-к. Çын аллинчи япала пит пысăкăн кăтартать, теççĕ. Ачач 39. Те хăй лутраран, кĕлетки сарлакарах кăтартать. N. Эсĕ çамрăк кăтартатăн, теççĕ. || Предвещать, обьяснять. Кратк. расск. Санăн тĕлĕкӳсем икĕш те пĕр япаланах кăтартаççĕ. Юрк. Пĕрев хăй хуçине укçисене ăçта-ăçта салатнине хисеп (отчет) панă. Çав хисепĕнче вăрттăн хăне (= хăйне) илнĕ укçисене ялан хама валли атă илтĕм, тесе, кăтартнă. || «Привести». Юрк. Анӳ вилнине пĕлсен, пит шеллерĕм; ун пек вилĕм таврашне турă ан кăтарттăр. || Оказывать, причинять. N. Эсĕ темĕн чухлĕ ырăлăх кăтартнине асăнса калаçĕç. Истор. 143. Эсĕ пире халиччен курман асапсене кăтартатăн. N. Ют халăхсене йывăрлăх кăтартса, хăваласа янă. N. Кушака ан хурлăх кăтарт. Не мучь кошку. Ачач 78. Çавăн пек кăтартрĕ (проучил, показал кузькину мать) мана Ишек юрри! (см. Ib. 76). БАБ. Халăхсем вара: темĕн кăтартса тăрĕ (от колдуна бог знает что увидишь), тесе, хăй вилсен виçĕ эрнерен, пĕр çĕре пуçтарăнчĕçĕ те, масар çине кайрĕçĕ. Кан. Кам çурт вырăнĕ йышăннисене, çурт лартмасăр, пахчапа усă кăтартмастпăр (не позволяем пользоваться), теççĕ пухăра. || В качестве вспомог. гл. Ачач 19. Униççе аппа! Ярса кăтарт-ха юмах. Ib. 18. Ĕмĕрлĕхе çывăрма выртнăскере, сăмахсем те каласа чĕнет вăл. Анчах сӳннĕ куçсем урăх никама та курмаççĕ çав. Тепĕр хут уçăлса кăтартмаççĕ вĕсем. Ib. 100. Çамрăк ывăлĕ те, итлекен ача пек пулса, амăшне савăнтармалла кулса кăтартнă вара. В. С. Разум. КЧП. Эпĕ шкула килсессĕн, хам пурăнăç çинчен кала-кала кăтартрăм. N. Хамăр хуларах выртрăм, ну только киле ярса кăтартмарĕç (не пустили свидеться с родными). N. Ӳсĕрĕлсе кăтартмарăм. Я ни разу не показался пьяным. Кан. Пĕрер пăт патне хăмли пулса кăтартрĕ (уродилось с пуд). Ib. Пĕлтĕр Волынь хăмли пулса кăтартайманччĕ. Кăçал лайăх пулса кăтартрĕ, пиçсе те çитрĕ. N. Лайăхрах ĕнентересшĕн (чтобы убедить), пĕтĕм çынсем умĕнче Хритун урхамах та, хурчăка та, ăмăрткайăк та пулса кăтартрĕ, тет.

кăтăки

(кы̆ды̆ги), курочка (детск. сл.). Бгтр. Кăтăки — чăхă. Ib. † Эпĕ сĕллине кăтăкия патăм, кăтăки мана матяк (çăмарта) пачĕ.

кăтьăки

(чит. кы̆д'ы̆г'и), кошка (детск. сл.) Чертаг. || Курица (детск. сл.) Бгтр. Эпĕ сĕлине кăтьăкине патăм, кăтьăки мана матяк (яичко) пачĕ.

кăчăрт

(кы̆џ̌ы̆рт, кы̆ζ'ы̆рт), подр. отрывистому хрусту, скрежету и т. п. СТИК. Сивĕре юр, утса пынă майпе, кăчăрт-кăчăрт! туса пырат. КС. Хачăпа кăчăрт (кы̆џ̌ы̆рт) касса илчĕ (напр., кĕпене). Ib. Çурлапа эпĕ пĕр ывăç ыраш кăчăрт касса илтĕм. Сред. Юм. Çôрлапа тыр вырнă чôхне кăчăрт! кăчăрт! тутарса выраççĕ (звук серпа). Шорк. Чола çĕçĕпе кăчăрт! кăчăрт! хырать. Ib. Кăчăрт-кăчăрт! тырă выраççĕ. Сёт-к. Кăчăрт, кăчăрт! тутарать вăл (зубами). Шел. П. 68. Пĕр маях кăчăрт-кăчăрт! çурла сасси илтĕнет. СТИК. Тырă вырнă чухне çурлапа кăчăрт-кăчăрт! тутараççĕ. («Звук, производимый серпом, когда жнут»). Б. Олг. Тырă вурнă чох чуаш арăм (чувашка) тыр вурат: кăчăрт! тесе. Ib. Кăрпăчча ĕçлекен çын, молотпа-ли, тăкçапа-ли, кăчăрт! кăчăрт! кăчăрт! хырчĕ. Тăкçип-ле касрĕ она вашăкăн: чонк! чонк (чоҥк)! турĕ. Ib. Ут çӳрет йор çинче: кăчăрт, кăчăрт, кăчăрт! туса çӳрет. Ib. Хачăпа сорăх çăм () каснă чох: кăчăрт-кăчăрт! тет (звук ножниц). Ib. Яш ача (молодой парень) тăхăнса çĕнĕ атă: кăчăрт, кăчăрт! тесе каят. .N. Çĕнĕ атă тăхăнса янă та, кăчăрт-кăчăрт тутарса çӳрет.

кăшăрт

(кы̆жы̆рт), подр. оборванному шороху. МПП. Кĕлетре кăшăрт! тунă сасă илтĕнсе кайнă. КС. Пирускă (папироса) тултарнă чухне кăшăрт! кăшăрт! тăвать (кăшăртатать). Орау. Кăмака тăрĕнче кăшăрт та кăшăрт! тăвать. Эпĕ: ку мĕн? теп. Хĕр-сурт пулĕ, тесе. Вăл типĕтме кӳртсе пăрахнă сава турпасси (стружки), типсе пĕрĕнсе, пĕр-пĕринчен ĕçерĕннĕ сасă мĕн! || Неожиданно, сразу. Орау. Эпир калаçнине итлесе тăнă темскер; эпир ун çинчен калаçса пĕтерсенех алакран кăшăрт пырса кĕчĕ. Унтан мĕн эпĕ тухса киличченех нимле мар пек (как ни в чем не бывало) ларчĕ. Ib. Тăрансан, тутарĕ пуçĕнчи кеппеçне (тюбетейку) каялла кăшăртах тĕксе (легко толкнув) ӳкерчĕ, тет. Вăл (она) тумланса кĕче, тет те, Иван çумне: кăшăрт! пырса тăчĕ, тет (быстро, неожиданно; звук от одежды или от шагов, а также и от того, что она сразу остановилась). N. Вун тенкĕ кăшăрт кăларса тыттарать (вручает тотчас, быстро). П. Патт. 15. Хаяр çын кăшăрт пырса кĕчĕ. Ашшĕ амăшне. Çапла Лисахвие пĕр сасăсăрах, кăшăрт çеç (незаметно) качча, парса янă. См. МКП 95; кăштăрт.

кăшкăна

(кы̆шкы̆на, т. е. кăшт+кăна), немножко. Юрк. Кăшкăна= кăшткăна. Ib. Унпала çапла эпĕ кăшкăна вĕрентĕм. N. Кăшкăна укçа яма (послать) халу çук-и?

кăшкăр

(кы̆шкы̆р), кричать. См. кăçкăр, кăчкăр. КС. Эпĕ, хăраса, сасартăк кăшкăрса ятăм (закричал). Букв. 1904. Кăшкăр, кăшкăр — нимĕн сасси те илтĕнмест, пĕр вăрман янтăраса кайни çех илтĕнет. N. Пĕтĕм пахчана илтĕнмелле (на весь сад) кăшкăрчĕ. Орау. Вăл пурне те (на всех) çапла хаяррăн кăшкăрса пăрахать. Ib. Вăл пуринпе те çапла кăшкăрса калаçать. Он на всех так кричит. Собр. Вăрманта арçури кăшкăрнине илтсессĕн, хирĕç кăшкăрма юрамаçть. Чув. пр. о пог. 258. Кăмака айĕнчи шăрчăксем пит кăшкăрсан, ăшăтать хĕлле. Зимою под печкой сверчки очень кричат — к теплу. || Квакать (лягушка). N. † Шурта шапа кăшкăрат. || Абыз. Çĕлен улт çухрăмран кăшкăрса килнĕ. || Скрипеть (напр. о железном блоке двери).

кăштăрка

(кы̆шты̆рга), лохматый. Собр. † Пуç çурăм, шур пир кĕпи тăхăнтăм, уличана карăм та, уткаласа çӳрерĕм. Те пуçĕ кăштăрки, те кĕпи чалăшши, çавăнпа пире пăхмарĕç. || Мешкотный. Сред. Юм. Ытла та пит кăштăрка çак эсĕ, çавăнпа эпĕ ку таранччин аппаланса ларăп-и ĕнтĕ! || «Разнородный». МПП. Ку кăштăрка халăхпа аптăрамалла! Сятра: кŏштŏрђа, смешанный с сором. || Шероховатый (скошенный луг, дорога с засохшей на ней грязью).

кĕл кĕтӳçĕ

хранитель киремети. ДФФ. Мăн киремете пăхакан ăрасна кĕл кĕтӳçĕ пурччĕ, вăл Чӳрачăксемччĕ. Çемьере пĕри-пĕри чирлесен, е урăх усал пулсан, юмăç хушнипе мăн киремете асăнса, кив кĕлет умпе шур тутăрпа укçа çыхса хуратчĕç, виçĕ çулта пĕрре çав асăнса хунă укçасене мăн киремет кĕл кĕтӳçне кайса паратчĕç. Вăл пухăннă укçапа виçĕ çулта пĕрре вăкăр (мăкăр) илсе мăн киремете чук тăватчĕç. Ĕлĕк ытти киреметсен те кĕл кĕтӳçĕсем пулнă, тесе калаçатчĕç пирĕн атте-аннесем, хам эпĕ мăн киремет кĕл кĕтӳçне анчах астăвап. Истор. Пуринчен ытларах Стефана зырянсен кĕл кĕтӳçисем асамăçĕсем, юмăçсем курайман.

кĕл

(к'ӧ̆л, к'э̆л), пепел, зола. Тогаево. Вара шуйттан çӳри хай чол илчĕ, тет те, чăмăртарĕ, тет; вара чолĕ кĕл полса карĕ, тет. Тим. † Пирĕн çырма пуçĕнче катăк чӳлмек ларат-çке; кайса илĕр, карчăксем, кĕл кăларма юрĕ-çке! Чăв. й. пур. 13. Ашшĕ-амăшĕ пиллесен, пин пулать; пиллемесен, кĕл пулать. (Послов.). См. Ск. и пред. 65. Альш. † Кĕпе кĕлерме тытăнсан, чавса таран кĕл пултăм. (Хĕр йĕрри). Ib. Эпĕ сана, пĕрре çĕклесе çапса, кĕл туса прахăп! (расшибу вдребезги!) Сред. Юм. Карчăк кĕл пôлайса вĕçсе кайрĕ, тет (разлетелась вдребезги, от удара 60-пудовой палицы). Синерь. Шăлнĕ (= шăллĕ) тытса çавăрса çапрĕ, тет те, виçĕ куçли (трехглазый) кĕл пулса вĕçсе карĕ, тет. Полтава. Санăн сăнă кĕл пекех (ты бледен). ТММ. Ахалех, ĕçсĕр çӳрекене: кĕл алласа çӳрет, теççĕ. Ск. и пред. 22. Кĕл пек тăпра çийĕнчен вăкăрсем пек утаççĕ. Б. Янгильд. Иккĕшĕ те хăраса кĕл пек шуралса кайнă, тет. Янтик. Мĕнле кăçал çул тӳрленмес? — пăрмай кĕл пек тăрать. НИП. Кĕл пек шурă, кĕл тĕслĕ, бледный (человек). Ib. Кĕл пек шурăхса кайнă. Побледнел как зола. Юрк. Ăшă çăкăр çисе пурăнас чухне, хĕрарăмĕсем ӳркеннине пула, е вутта шелленине кура, икĕ эрне типнĕ çăкăра, кĕл пек пулнине, çисе выртаççĕ. N. Пирĕн асап кĕл пулса вĕçсе кайтăр. Ерех 9. Хăй (она) хăранипе кĕл пек кăвакарса кайнă.

кĕле

(кэ̆л'э, к'э̆л'э), просить, клянчить. N. Вăлсем мана кĕлеме ярĕç (нищенствовать). N. Мĕн кĕлетĕн (сколько просишь за) сысная? N. Эпĕ санран ытлашши кĕлеместĕп. Ст. Чек. Мĕнтен кĕленĕ (ытнă), çавна пар; мĕнтен хăранă, унтан сыхла. (Ӳчӳк туни). Б. Олг. Пăрçа çăнăх () полтинник (русское произн.) кĕлеччĕ. Хытăрах кĕлешшессĕн (если бы еще поторговаться), çичĕ пуссăр (за 48 коп.) параччĕ полĕ. Пăтăн (пŏдŏн) исессĕн, каярах та (еще дешевле) параччĕ полĕ. || Молиться. Н. Шинкусы. Пăттисем, какаесем пиçсессĕн, каллах выльăхсене силлентернĕ чух кĕл тăвакан кĕлле кĕлеççĕ. См. кĕл. || Хотеть, желать. Изамб. Т. Эп çавăнта кайма кĕленеччĕ те, каяймарăм. Ib. Кĕлеместĕр. Не желаете. Полтава 50. Пĕрре сана юратса, ĕмĕрлĕхе юратса, пĕр ырлăха кĕлерĕм. ТММ. Сăмси туртмасть — кăмăлĕ кĕлемест. N. Эпĕ тӳрре тухассине кĕлекенсем хĕпĕртесе савăнччăр. N. Эпир те вĕсем кĕленĕ пек, усала кĕлекен кăмăллă пуласран, çавсем пирĕншĕн пулнă паллăсем. N. Чун мĕн кĕленине ĕçсе-çисе, савăнса пурăнатчĕç. См. кĕлен.

кĕм

хуже. Ялюха. М. Элле (разве) эп унтан начар-и, кĕм-и? Вăл пĕлнине элле эпĕ пĕлместĕп-и?

кĕнеке

(кэ̆н'эгэ, к'э̆н'эг'э), книга. N. Çак кĕнеке çинче мĕн пуррине эп пĕтĕмпех пĕлеп. Якейк. Кĕнеке çинчен тăма та пĕлмеçт. Не может оторваться от книг. Н. Карм. Кĕнекӳ çухалнă санăн! (Говорят, в сердцах, старому человеку: долго не умираешь!). Хорачка. Перĕн чуашăн кĕнекине вольăк çисерсе (съела). Ib. Чуаш кĕнеки = çĕр-хут. (Çĕр хут — одна из четырех отделений пищеварительного аппарата жвачных животных, напр. коровы; оно представляет как бы ряд складок в виде листов книги. Отсюда чувашская поговорка: чăваш кĕнекине ĕне çинĕ. ТММ). N. Çĕр-хут сутăн клсе килсессĕн «ĕне кĕнекине» илсе килтĕм, теççĕ. Питушк. Чăваш кĕкекине ĕне çисе янă. Орау. Урока пĕтĕмпех кĕнеке çинчен пăхса каларăм, ăна уччитлă сисимарĕ (или: сиснĕ). Шурăм-п. Шкулра вĕреннĕ чухне çур питех те аван мар. Кнеке çинчех вăл иртет. Юрк. Кĕнеке çинче мĕн çырнине пĕлсе тăрăр. Ib. Çĕнĕ кĕнеке тухнă тенине илтсен, е курсан, часах çав кĕнекене сутăн илсе, епле çырнине, кам çырнине вуласа пĕлнĕ. Сред. Юм. Кĕнекене уçса хăварсан, шуйттан вôлать, теççĕ. (Поверье). Ib. Ах тор, кôн пик толăксăр ача та полат-мĕн-çке ôлă! кĕнекине ине (=ĕне) чăмланă пôль ôнне! Ib. Кĕнекуна ине çинĕ пôль! («Так называют бестолкового, неразговорчивого человека»). Якейк. Шуйттан воласан, ача (ученик) пĕлми полать. Изамб. Т. Кĕнеки çухалнă япала! Так бранят стариков). СТИК. Шăши кĕнекине вулама карĕ ĕнтĕ ку (т. е. «понес, завел волынку». Говорят о стариках и ворчливых людях). N. Ку кĕнеке тухни (в свет) нумай пулмасть. Слеп. Ватă çынна: санăн кĕнекуна (=кĕнекĕне) шыраççĕ полĕ те, топимаççĕ! Ib. Онăн кĕнеки çĕтнĕ полĕ, вилмеçт полĕ! Орау. Кĕнеке хытти çине хунă кăвак хут (если красная, то «хĕрлĕ хут») хăш-хăш çĕртре уйăрлнă. Известная (синяя, красная) бумага на переплете книги местами поотклеилась. КС. Кунĕн-çĕрĕн кĕнеке çинче (за книгами) ларать. Альш. Мертлĕре тăхăр ял чӳкĕ кĕнеки пур, теççĕ. Дик. леб. Елиса кĕнеке хутве çавăрсанах, çыннисем каялла кĕнеке ăшне, хăйсен вырăнне кĕре-кĕрĕ лараççĕ пек, тет. Ск. и пред. 52. Кĕнеке çинче шуралса тем тĕрлĕ ăса вĕренет. || Поминание. N. Эпĕ вилсен, кĕнеке çине ӳкер.

кĕнтем

свидетель. Кн. для чт. 56. Эпĕ нимĕн усал та тумарăм, ман çине кĕнтĕмсем (свидетелсем) улталаса каларĕç.

кĕпе

(к'э̆бэ, кэ̆бэ, кэ̆βэ,) рубаха; женская рубаха. КС. Кĕпене ухаççĕ, кивеççĕ, чӳхеççĕ, тукмакпа (или: валекпе) çапаççĕ. Сюгал-Яуш. Эпĕ шыва кĕпе хывса кĕтĕм те, ман пусма (снасть) пĕр мăн туратран çакланса ларнă (зацепилась). Сĕт-к. † Осал та полин, хĕр полтăр, пилĕк ан кĕпи тăхăнтăр. Альш. † Хăрансуски кĕпе, ука çуха, килĕшет-çке пирĕн йысна çийĕнче. Ib. Эпир виçĕм çул çунса кайрăмăр (погорели), çири кĕпепе кăна тухрăмăр. N. † Кĕпесе (=кĕпесене) те кĕлермелле, мунчана та хутмалла; эй тантăшсем, тата пĕр-икĕ çул выляр-и? Сред. Юм. Кĕпен çĕвви кайнă. Рубашка распоролась по шву. Ib. Кĕпене пăрсан (если выжать), шыв тохать поль! (Говорят, если человек очень вспотел). О сохр. здор. Пĕр кĕпе вĕççĕнех. В одной рубашке (без другого одеяния). Зап. ВНО. Ӳчĕ тулта, кĕпи шалта (свеча). ТММ. Алăсăр-урасăр кĕпе тăхăнать. (Тӳшек). Ib. Çĕнĕ кĕпе тăхăнтарнă чухне: кĕпе пĕттĕр, пуçĕ юлтăр! теççĕ. Зверев. Кĕпи çĕтĕлтĕр, хăй ӳстĕр. (Ӳсес çын çĕнĕ кĕпе тăхăнсан, çапла калаççĕ). ГТТ. Эпĕ унăн кĕпине çухаран тытрăм та, шăна (муху) ятăм (за ворот). Ib. Эпĕ, унăн кĕпи çухине тытса, кĕпи ăшне шăна ятăм. Ст. Шаймурз. Пĕр кĕпене иккĕ тăвар, кукка патне каяр. Чăв. й. пур. 14. Пĕтĕмпе кĕпесем çуркаланса пĕтрĕç. К.-Кушки. Кĕпи çĕтĕлтĕр, хăй ӳстĕр! теççĕ Кушкăра, кам та пулин çĕнĕ тумтир тăхăнса тухсан. ăна тумтирĕнчен чĕпĕтсе (в данном случае — за рубашку). Эпир çур. çĕршыв 18. Хĕрсем те хăшĕ-хăшĕ Хусанта кĕпесем çунă çĕрте (в прачечных) ĕçлесе пурăнаççĕ. Алик. † Кĕпе вăрăм туртакан салтак арăм пулатĕ. Кĕпе кĕске туртакан юмăç карчăк пулатĕ. Обиково. Çырмара ик сар хĕр ташлĕ. (Кĕпе кивни). Чебокс. Анне вăл вăхăтра кĕлет умĕнче кĕпе çакса тăраччĕ (развешивала). Ст. Шаймурз. † Йĕтĕн кĕпи çил илет. N. Ачине тумасăр, кĕпине ан çĕле, теççĕ. (Послов.). || Белье. Ядр. Çавăн чухне ман пĕтĕм кĕпесем, сăхмансем çунса кайрĕç. || Сорочка. В. Олг. Тьыха кĕпи. ГТТ. Хăш-хăш ача кĕпипех çуралать, кĕпине вара пуçтарса хураççĕ (вешают в маленьком лукошке). Альш. † Эпĕ кĕпепе çуралман (не родился в сорочке), эпĕ телейлĕ те мар. Орау. Ача кĕпипе çуралнă. || СТИК. Начартарах чĕпĕ çăмартаран хăй тухса ӳкеймест пулсан (не может вылупиться), ăна алăпа çĕмĕрсе кăлараççĕ те: чĕпĕ кĕпине та татайман, теççĕ. || Exuviae, линовище. Городище. Таракан кĕпине пăрахнă. Таракан сбросил старую шкурку. || Конверт. N. Çыру кĕпипе (конвертпа) ярас пулсан, 7 пуслăх марккă чиксе ярас пулать. || Губчатая мякоть в гнилом дубе. Якейк. Кĕпе — çĕрĕк йоман варĕнче çамçа кăмпа пак япала янкарта, янкар сарă япала. || Шарбаш. Кĕпешне (= кĕпе ăшне) шăнăçмаç. Выходит из себя. (Ку сăмаха хуйхă, çилĕ чухне калаççĕ).

кĕрлĕ-çурлă

осенью и весной, Çутт. 38. Кĕркунне сухаласа пăрахнă тăпрана кĕрлĕ-çурлă нӳр авантарах витет. Толст. Çулсерен, кĕрлĕ-çурлă, вĕсен йĕри-тавра (вокруг деревьев) эпĕ чавса çемçететтĕм. Сред. Юм. Кĕрлĕ-çôрлă çол (дорога) пит пылчăк пôлать.

кĕреке

(кэ̆рэгэ, к'ӧ̆рэг'э), передний угол в избе; место за столом. КС. Кĕрекене ларт, сажать за стол, где угощенье. Ск. и пред. 48. Пĕр пӳлĕмĕнче, чи кĕрекере, ларать çутăлса сăрланă сĕтел. Ст. Чек. Кĕреке не стол, а передний угол. Ib. Кĕрекене сĕтел хушшине арçынсене лартаççĕ. Ib. Кĕреке — в гостях — яствэ, которые ставятся на стол. Эх, ун кĕреки! пирĕн пеккисене унта ларма та çылăх (т. е. мы недостойны). Янтик. Кĕреке — место за столом на стуле, на стороне двери. Вомбу-к. Кĕреке тесе, тор-ом (= турă умĕ, т. е. перед иконой) патнеллине каланă. НАК. Хăйне (его самого), пӳрте илсе кӳртсе, кĕреке хушшине сăра ĕçме кĕртсе лартаççĕ. Г. А. Отрыв. † Кĕреке умне тăрас тесе, хĕр ĕмĕрне хĕрхенмарăм (так!). Бюрг. † Эпĕ хамăн аттемĕн аслă ывăлĕ пулăттăм, кĕреке кутне тăрса юрлăттăм. ППТ. Кашни килрен тухас чухне çуртра ваттисене кĕреке кутне лартса пуççапаççĕ. Юрк. Çак тăванăн ĕçки-çики кĕрекийĕн варринче. Т. Григорьева. † Кĕрекене тăтăм, юрларăм, ваттисем пурне пĕлмерĕм. Сред. Юм. Кĕреке тесе, ĕçкĕ-çикĕре сĕтел умĕнчи вырна (= вырăна) калаççĕ. Ib. Кăш-тепĕр (иной) çын, кĕрекене ларсан, килшӳллĕ, ытлашки чорт-та-пĕр сăмах (вздор) сăмахламас, пит ĕçсе усĕрлмес, çынпа ытлашки сăмахламас, пăхма та илемлĕ («Приличествует сидеть за столом, нарезывая хлеб и управляя столом, едою»). Йӳç. такăнт. 28. Лар-ха, кум, кĕрекенеллерех, йĕркеллĕ пулар... Пиçенер. Пичи кĕреки — мăн кĕреке; кĕреки çине тайăлам-ши (на стол ли мне облокотиться), пичи çине сĕвенем-ши? (прислониться). N. † Аттен кĕреки — мăн кĕреке; кĕреки çине тайлам-ши, атте çине тайлам-ши? Пизип. Ати кĕреки, ай, мăн кĕреки; кĕреки çине, ай, сĕвенем-ши, атти çине, ай, сĕвенем-ши? Т. VI. 61. Çак ĕçкĕшĕн эпир хуçана тайăлас тетпĕр, тесе, кĕрекене пыраççĕ. N. Тăкса кĕрсен, алăк патĕнчи сĕтеле кĕрекене лартаççĕ те, ĕçсе çиеççĕ. N. † Тĕпеле кин кӳртме парăсăнччĕ, кĕрекене кĕрӳ кӳртме парăсăнччĕ. Ала. 102. † Эпĕр хамăр кĕрекере, стаккан тĕпне çолаппăр, пирĕн арăмсам тĕпелте, корка тĕпне çолаççĕ. Ст. Шаймурз. † Савнине лартăпăр кĕрекене, савманнине лартăпăр алăк патне. Н. Лебеж. † Икĕ кĕреке хушшииче вуник курка вылянать. Вуник курка çитменнине сарă алтăрпа ĕçтерет; сарă алтăр çитменнине тутлă чĕлхи йăпатать. ЧП. Кĕрекене сĕтел туртса лартас çук, эпир тăвана çăкăр-тăвар парас çук. Ой-к. Килĕрех, хура халăх, кĕрекене кĕрсе ларăр ĕçме-çиме! БАБ. Кĕрекере пĕр сĕтел ларать. N. Ку кĕрекери ĕçкĕ-ха, куншăн чăвашсем хаярламаççĕ. || Особый точёный деревянный сосуд для пива, употреблявшийся раньше при молениях. Сунчел. Образцы. 37. Сирĕн кĕрекĕрсем пит чĕнтерлĕ — хăш пасарта суйласа илнĕ-ши? Сутел. † Сирĕн кĕрекĕрсем иккĕ-мĕн, перри кăна сахăр, тепĕри кăна пыл. ЧП. Ай, юрла та юрла, тиеççĕ, кĕрекисем сайра тивнине пĕлмеççĕ. Юрк. † Тав сана та, тав мана, чĕнтерлĕ кĕреке пыл сана! Альш. † Ай-хай хăтаçăм та тăхлачăçăм, эпир ĕçнĕ кĕрекене хăла (густой) пылсем пулса (тулса?) юлмĕ-ши? Хорачка. Кĕреке — алтăр пак арлă (= авăрлă), пысăк (ялта иккĕ-виççĕ пор); той тума тапратсан, она исе каяççĕ. Альш. Çак хăтанăн икĕ кĕреки пур, — памĕ-ши пире пĕр кĕрекине? Çак хăтанăн тăхăрвун тăхăр курки пур, — памĕ-ши пĕр куркине ĕçмешкĕн? N. Çак хăтапа тăхлачăн кĕрекинче виçĕ тĕслĕ ĕçкĕ-çикĕ пур. (Такмак). N. † Кĕрекĕр аври — йăлтăрма, кĕреки илемне çав кӳрет. N. † Ылттăн пуçлă кайăк пулса, кĕреке çине килсе ларччăр. (Хĕр йĕрри). Т. VI. Куркана тĕппи ĕçес мар, кĕрекерен çӳле çĕлес (сикес?) мар... N. † Эпир те ĕçнĕ кĕрекĕр, кĕрекĕр тулли сим юлтăр. Срв. Paas. 64.

кĕретĕн

наяву; явно; нахально. Йӳç. такăнт. 70. Çаратрĕç кусем сана кĕретĕнех, хăта! N. Тĕлĕкре куртăм эпĕ сана — кретĕн курн(ăн)ах туйăнчĕ. (Письмо).

кĕрӳ

(кэ̆рӳ), зять (муж моей дочери, муж моей младшей сестры и вообще муж моей родственницы, которая моложе меня). С афф. притяж.: кĕрĕвĕм (верх. кĕрӳм), кĕрĕвӳ (кĕрĕвĕ), кĕрӳшĕ (кĕрĕвĕшĕ, кĕрӳш), кĕрĕвĕмĕр, кĕрĕвĕр (кĕрӳвĕр). Актай. † Апи, маншăн куккăль пĕçер хĕрĕпе кĕрӳшĕ (ее муж) килнĕ чух! Хуть пĕçер те, хуть ан пĕçер, мĕн тусан та, хун ирĕк. Сред. Юм. Атте йăмăкĕ хăвăнтан кĕçĕн пôлсан, ятран калаççĕ; ôн опăшкине кĕрӳ теççĕ. Ялюха. М. Кĕрӳ, йысна, зять (так называется всеми старшими родственниками жены, т. е. родителями, дядьями, тетками, старшими братьями и сестрами). Альш. Тата кĕрӳ киле кĕнĕ йĕркепе тесе, пĕр сурăх парса яраççĕ. Коракыш. Эсĕ эппин манăн кĕрĕвех пулатăн? Ала 66°. Вара кĕлетре кĕрӳ çулĕнчи йĕкĕтсем çапла юрлаççĕ. || ГТТ. Эпĕ Елшел кĕрӳшĕ пулса тăтăм хайхи. Таким образом я женился на альшеевской, и стал альшеевцам как бы зятем. Ib. Йăхне-тĕпне витĕр (досконально, определенно) пĕличчен, Елшелсем хăйсен ялĕнчен хĕр илнĕ çынна пурте: пирĕн кĕрӳ, теççĕ. Ытла ютра тĕл пулсан, çывăх ялсем те Елшелĕ çумĕнчен пирĕн кĕрӳ теççĕ. || Обращение к постороннему, который моложе говорящего. Актай. Хайхи усал (чорт): ан тив, кĕрӳ, ĕлĕк илсе кайнă ачасене те парса яратăп (отдам) тесе, каларĕ, тет. (Здесь чорт обращается к собаке). Б.Бур. Юрлă-пăрлă çумăр çăват, чĕкеç кĕрӳ тулта ларат. (Çăраççи). || Жених. Цив. Улах хĕрсен кĕрӳ тухса кайнă чухне юрлакан сăвăсем (надо: сăввисем). Изамб. Т. Кĕрӳсем патне туй килчĕ. || Г. А. Отрыв. Кĕрӳ тăприпе хунĕ тăпри пĕр. (Послов). N. Кĕрӳсем пурте пĕр çĕре пухăнса юланутсемпе тăраççĕ. Г. А. Отрыв. Ăна (çĕлĕке) тата кĕрĕве тăрса кайнă чух (обряд) мăн кĕрӳ тăхăннă. || Поминальной обряд. См. çураçма.

кĕрт

(к'э̆рт'), то же, что кӳрт. Коракыш. Эпĕ пур çул çӳрекенсене кĕртсе выртарăтăм. Пус. † Турай хĕрĕ тăхăр хĕр, тăхăр сурпан кĕртеç(?), тет. Ст. Яха-к. Кĕлете кĕртсен, кĕлет перекетне пар. (Моленье). Шурăм-п. Ăна хамăр хушшăмăра илес мар, выльляма та кĕртес çук. N. Ыраша вырса кĕртсе пĕтертĕмĕр. Пит эйпет пулмарĕ кăçал. || Помещать (в издании). Кама 28. Кунĕн-çĕрĕн ак сăвăсемпе аппаланать. Пĕр-иккĕшне «Канаш» çине кĕртнĕ. || Определить на должность.

кĕрт

(к'ӧ̆рт', кэ̆рт), сугроб. Шатра-к. Кассăн-кассăн кĕрт хунă (хуны̆). Дорогу передуло, надуло ряды сугробов. Собр. Пӳрт айккинче кӳпĕннĕ сурăх выртĕ. (Кĕрт тултарни). N. Ĕлĕк пирĕн карташсене, анкартисене хăйăртан кĕрт хыватчĕ. Тогач. Кăвак така кĕрте ларĕ. (Шăрт). Орау. Пӳрт хыçне кĕрт хывнă. Ib. Ăрам хушшине кĕçĕр тем пысăкăш кĕрт хыва-хыва лартнă (нанесло), лаша аран-аран ишсе тухать. Ib. Нӳхрепе юр хывнă чухне, юра кĕрчĕпех (купипех) кӳртсе выртартăмар («будто целый сугроб»). Кн. для чт. 5. Акă çуна пăрăнса кайрĕ те, эпĕ кĕрт çине (в сугроб) кĕрсе ӳкрĕм. Йӳç. такăнт. 18. Мишша кĕрт çине тĕксе ячĕ те (меня), халĕ те çӳçентерет. N. Хăшĕ-хăшĕ кĕрт пуснăран (под тяжестью сугроба) хуçăлнă картисене çирĕплетет. Янтик. † Хура вăрман хыçне кĕрт хӳнĕ (нанесло), хĕрлĕ сăсар тухнă, йĕр тунă. Н. Карм. Пӳрт хыçĕнче кӳтнĕ (у др. кӳпĕннĕ) сурăх выртат. (Кĕрт).

кĕскел

укоротиться, сократиться, убавиться. Трхбл. Хĕрарăмсем калаççĕ: кун вăрăмланать, алă кĕскелет, теççĕ. ЧС. Хамăн та ĕмĕр кĕскелсе çитрĕ, эпĕ те часах вилĕп. || Прийти к концу. Юрк. Манăн ку çулĕ, 1874-мĕш çулта, тырра укçашăн сута-сута, çиме те кĕскелчĕ. N. Анчах хресченĕн çĕрĕ пурăннăçемĕн кĕскелсе килчĕ. N. Кĕскелсе çитнĕ пурăнăç (бедная жизнь).

кĕç

(к'ӧ̆с, кэ̆с), скоро, тотчас, сейчас, вот-вот. Орау. Лешсем кĕç (скоро) персе çитрĕç. Ib. Кĕç ăшă пулать (будет тепло) ак. — Тем, кĕçех ăшăтать-и вара? (Вопрос без ответа: «едва-ли»...). Ib. Эп кĕç каяп. Я сейчас уйду. Ib. Кĕç çавăрнса килет чĕлхе çине (скоро). Абыз. † Вăрман хĕрри (так!) пас тытрĕ; нумай тăмĕ, кĕç тăкăнĕ. Выçăхакансем 18. Акă кĕç персе çитĕç. Яргутк. Йăван вĕлле хуртне аса илчĕ, тет те, çунаттине вутпа ĕнтрĕ, тет. Вĕлле хурчĕ кĕç вĕçсе пычĕ, тет. (Сказка). N. Кĕç çĕмĕрттерсе килет çăварни, каллех ĕçкĕ-çикĕ тăваççĕ. Чем люди живы. Ачи кĕç пĕр чăрканă япала йăтса кĕрет. Ст. Яха-к. ун хыççĕн кĕç тата тепĕр ватăрах çын пырса: атьăр, пирĕн патăрта малтан кайса чӳклер; манăн пурте хатĕр, пăтти те пиçнĕ, тет. N. Кĕç туй тума вăхăт çите пуçларĕ, тет. Истор. Вырăссем те: кĕç вăрçăпăр, вĕç вăрçăпăр, тесе анчах тăнă. Регули 1239. Кĕç килĕ, вĕç килĕ, — кĕтрĕм те, килимарĕ. Турх. Тăван атте çинче кĕç (чуть-чуть) ӳсрĕмĕр, тăван атте кун çутти памарĕ. N. † Ай-хай пуçăм, çамрăк пуç, кĕçех каяссăн (пропадет) туйăнать. Кан. Юлташлăх членĕсен пуххи пулманни кĕçех çулталăк çитет. Истор. Салтаксем: ак кĕç ӳкĕп, тесе анчах пынă. Янтик. Кĕç ишĕлсе анас пек ку твайккисем, ытла хăрушă кунтан иртсе кайма! N. Кĕç йăтăнса анас пек ларакан пăрахăç (покинутое) çурт. Шорк. Эсĕ пăртак тăхта-ха, эпĕ кĕçех (сейчас) килеп. Ib. Пӳрчĕ кĕç (кĕçех) ишĕлсе анас пекех ларать. Тюрл. Ку хĕрсем çитĕннĕ, кĕç вĕçсе каяс кайăк пек тăраççĕ. N. Эпĕ ăшăмра çапла шухăшласа анчах тăрап: кĕç ман пуçа касса татаççĕ (вот, вот мне отпилят голову)! тесе. || Вдруг, сразу. N. Эпир яшка çисе лараттăмăр, пирĕн патра кĕç килсе кĕчĕ (дверь была отперта; сразу, незаметно; беззвучно). Коракыш. Кĕç виç çын сиксе тухнă. Орау. Кĕç пуçа килсе кĕчĕ. Вдруг пришла в голову мысль Альш. Акă кĕç килсе кĕрет, тет, хăрах куçлă карчăк. N. Чăтаймасăр, кĕç пĕр çĕрте улпута вĕлереççĕ, кĕç тепĕр çĕрте кил-çуртне вут тĕртсе çунтарса яраççĕ. Сунар. Кĕç вăррисем (разбойники) тĕпĕртеттерсе çитнĕ. Яргуньк. Кĕç татах манан умра вут çути курăнать. || Ст. Яха-к. Тепĕр кунне вара, тунтикун, çынсем катарччи чупмаççĕ; хăлхара кĕç шăнкравпа килнĕ пекех туйăнать. || Чуть не..., чуть-чуть не..., едва не... Ала 25. Чипер Евгенийпе Иван икĕш те, çăрттан пулă пулса, тӳрех çавă кӳлле чăмăрĕç, тет. Хайхи улпут çех çитсе тытатчĕ (чуть чуть не поймал), тет. Изамб. Т. Кĕç ӳкес пек пырат. Идет и едва не падает. Ала 91. Вăл (она) хăй кăмака çинче ятлаçса ларать, ачи кĕçех урине шăнтса яман. Ib. Вăл хăй çăвăрнă, анчах унăн чунĕ кăшт анчах тухман, кĕçех вилсе каять-мĕн, хăйсен кӳрĕшĕнчи ачасемех вилес çĕртен тупса, туртса кăларнă ăна. Регули 458. Кĕç (кĕçех) ӳкеттĕмччĕ. Шишкин. † Чашăк çинчи çăмартине кĕç шоратмасăр çияттăм. Могонин. Çына кĕç вĕлермен, асаплантарса пурăннă.

кĕç-вĕç

(-вӧ̆с',вэ̆c), вот-вот, едва. Яргуньк. Унччен (те) пулман, хальхи шуйттан çавра çил пулса килчĕ, тет, кĕç-вĕç пӳрте йăтса антарман. ЧС. Хăйсем тата (а сами), кĕç-вĕç вĕçсе каяс пек анчах, хĕпĕртесе, качака путекки пек сиккелесе тăраççĕ. (Сĕрен). Т. VII. Унтан вăл сиксе тăчĕ (вскочил), тет те, ямăшкă хыçĕнчен темскер пек (страшно быстро) пырать, тет; кĕç-веç çунана çитсе тытас пекех пырать, тет. Б. Нигыши. Куçĕнчен ыйтнă (спросила): эсĕ мĕн турăн? тенĕ. Куçĕ каланă: эпĕ, йытă ан тыттăр тесе, пăхса пыратăп: кĕç-вĕç айăккала сиксе ӳкес тесе пыратăп. Сред. Юм. Кĕç-вĕç, скоро, с минуты на минуту. Орау. Кĕç-вĕç (вӧ̆с) персе анассăн туйăнмалла! (если залезть на дерево). СПВВ. ЕС. Кеç-вĕç = кĕтсе тăман çĕртен, е хăна-мĕн, е çыру-мĕн халь килесшĕн, çитесшĕн туйăнни. Сĕт-к. Кĕç-вĕç чопса килĕ ак. Вот, вот прибежит. Пазух. Пирĕн ялăн хĕрĕсем, кĕç-вĕç сиксе ларас пек, качакалла çӳреççĕ. N. Манăн ăшăмри сăмахсем кĕç-вĕç тухса каяс пек тăраççĕ. КАЯ. Кĕç хăсса ярас та, вĕç хăсса ярас лартăм. N. Эпĕ ăшăмра çапла шухăшласа анчах тăрап: кĕç ман пуçа касса татаççĕ, вĕç касса татаççĕ! (вот, вот мне отпилят голову!) тесе.

кĕçĕн

(кэ̆з'э̆н, к'э̆з'э̆н), малый, маленький, низкий. Кильд. † Атте-анненĕн арки çинче кĕçĕн чух таптанă йĕрсем пур. («Кĕçĕн» часто употребляется в см. «моложе», сравнительно, но употребляется и в полож. смысле, в зн. «маленький»). Алших. Эпĕ кĕçĕн чухне пирĕн çĕр ĕçлеме çĕр пит сахалччĕ. Сред. Юм. Пôс пит кĕçĕн. Земельный надел не велик. Ст. Чек. Унта пĕр кĕçĕн кăна ял пур. Собр. Кĕçĕн пуç чарăнман, мăн пуç кайнă, теççĕ. (Послов.). Ib. Малтан хăйне асла хуракан, кайран кĕçĕн пулнă, теççĕ. (Послов.). N. Хăна ху кĕçĕне ан хур. Не унижай себя. О земл. Суха кассисене кĕçĕнрех илес пулать. Юрк. Тепĕр аллине тата пăтăлă кĕçĕн хуранне илсе... Альш. Аслă ялтан кĕçĕн яла туй килет. (Кăвар туртни). Ст. Шаймурз. † Тăвансенĕн ĕçки — кĕçĕн ĕçкĕ; кĕçĕн пусан та, ӳсĕртет. N. Пĕр пысăк шăтăк алтаççĕ; ун йĕри-тавришне кĕçĕн шăтăксем алтаççĕ. Трень-к. Пĕри ман пек кĕçĕн çоллăччĕ (малолеток), тепĕр виççĕшĕ пирĕнрен аслăччĕç. Трхбл. † Кĕçĕн кĕпер — кĕпер мар. Ст. Шаймурз. Пыра-пыра, хир варринче пĕр кĕçĕн кăна пӳртре çĕвĕçĕ пур, тет. || Маловажный. N. Хĕрарăмсем арçынсенчен кĕçĕн (старое изр.). || Младший, меньшой. Н. Карм. † Эсирех те аслă, эпĕ кĕçĕн, хирĕç тăрса сăмах хушаймăп. Ау 181. † Ах аттеçĕм, атте! Мĕн кĕçĕнтен çын çирĕ, çапах тухса каймарăм. Кĕсĕсем. Кĕçĕнех те вăрман хыçĕнче шăхăрса та сӳресем сӳреççĕ. ЧС. Кĕçĕнтен пуçтарнă ăсне пачĕç. К.-Кушки. Чи кĕçĕнни, самая младшая (напр. дочь). Ib. Манăн хĕрсенчен, аслинчен кĕçĕнни, хамăр ялах кайнă. Моя вторая дочь вышла замуж в нашу же деревню.

кĕçĕн кăрлач

кĕçĕн кăрлачă, назв. месяца, «февраль». Никит. Кĕçĕн кăрлачăпа мăн карлачă пичĕшлĕ-шăлнĕллĕ. Кĕçĕн кăрлачи мухтанат: эпĕ çав пичче пек пулсассăн, ватăпа вĕтте пăх çумне шăнтса лартăттăмччĕ (приморозил бы), çĕнĕ çынсене (молодушек) кĕвенте çумне шăнтса лартăттăмччĕ.

кĕçĕр

(к'ӧ̆з'ӧ̆р, кэ̆з'э̆р), в эту (наступающую или минувшую) ночь. Сĕт-к. Кĕçĕр тĕлĕкре Анттон кокки салтакран килнине кортăм. Сред. Юм. Кĕçĕр, в наступающую сегодняшнюю ночь. К.-Кушки. Кĕçĕр эпĕ тĕлĕкре винтовкăпа акăш персе вĕлертĕм пек. Сегодня мне приснилось, будто я застрелил из винтовки лебедя. Якейк. Кеçĕр, 1) в прошлую ночь (если говорят утром), 2) в ночь, которая наступает и наступит. Ib. Кĕçĕр осал тĕлĕксем кортăм эп. Ст. Чек. Кĕçĕр = сегодня вечером. КС. Кĕçĕр, в эту минувшую ночь (говорит человек утром). N. Кĕçĕр çĕрĕпех çил-тăвăл кĕрлерĕ. Кĕçĕр çĕрĕпех çил сасси хăлхаран каймарĕ. Сегодня всю ночь бушевала буря. Сред. Юм. Тек пôрин патне те çапăнса çӳретчĕ ха, тôпса кайрĕ хайхи кĕçĕр çывăрмалăх! (Хĕненĕ тессине калаççĕ, т. е. его прибили, отдули).

кĕтӳ

(кэ̆дӳ, кӧ̆д'ӳ, Пшкрт. кэ̆дӧ), стадо ТХКА 89. Анне кĕтĕве юлнăччĕ. Мама осталась при стаде. Ачач 92. Тин сутăн илнĕ тынана кĕтӳччен уя яма шутламан пирки и пр. Козл. р. «Касу — табун (тюрк. = ак мал), кĕтӳ — стадо (коров, овец, коз, свиней, тюрк. = кара мал). Янш.-Норв. Ялти хĕрех вăрламалла пулсан, е кĕтӳ хуса тухнă чухне, е кĕтӳве хирĕç тухсан, вăрласа каяççĕ. Тим.-к. † Ай инкисам! Килетĕр те тăратăр, кĕтӳ тухса каять пуль, кĕтӳ яма маннă пуль. (Свад. п.). Якейк. Кăçалхи çолхи çĕн çынсам, кĕтӳ хăваласан, тин тăраç. Ib. † Кĕтӳ хирĕç тохрăм та, мăклă тына тĕл полтăм. N. Виçĕ пăрат илеççĕ, тет, кĕтӳ (= кĕрĕçеççĕ пăхма). Кĕтĕве тухсан, ирхĕне апат илме кăсем ухмахне яраççĕ, тет. Б. Олг. Ман ачасам çармăçра кĕтӳ косса (кĕтӳ çӳресе; пăхса). Пшкрт: кэ̆дӧӓ jӓр, отправить в стадо. N. Кĕтӳччен, до того времени, когда выгоняют стадо (весною). Орау. Кĕтӳ тухни уйăх çитет ĕнтĕ, выльăхсам çапах пĕртте сарлмарĕç. Ib. Кĕркунне, кĕтӳ пăрахсан (когда перестанет пасти пастух), мĕн пур выльăхпа çитарма каяççĕ. Сред. Юм. Кĕтӳ хирĕç кай. Иди навстречу, куда пригоняют стадо. Шел. 25. Кĕтӳ-кĕтӳ сурăхне кашкăрсемех кĕтнĕ (у него пасли), тет. || Гурт. Орау. Пĕр кĕтӳ сысна çӳри илнĕ (напр., 20 штук). || Табун. Изамб. Т. Эпĕ кĕлте кӳртсе пĕтерсен, лашасене кĕтĕве (в табун) яма пуçларăм. || Стая. Альш. Унта кĕтӳрен пĕр иккĕш-виççĕш те пулин юлаççĕ вара ӳксе (утки). N. Кураксем кĕтӳпе ял çинелле карăклатса килеççĕ, хăйсен чĕлхипе пуплесе, темĕн çинчен шут тăваççĕ. Панклеи. Вăл кашăн ирех тăмана кĕтӳ корать (стаю сов). || Околоток (часть деревни). СПВВ. Пĕр кĕтӳ çынни = пĕр касă çынни (в Ядр. р.).

кĕтӳ кӳрт

кĕтӳ кĕрт, загонять стадо. ЧС. Кĕтӳ кӳртсессĕн, пур ĕнерен те малтан килелле чупса килеччĕ (корова). Кан. Унтри мучи яла кĕтӳ кĕртсе янă та, вăрăм пуши шартлатнă мĕн: кĕтӳ янă (загнали вечером в деревню). Качал. Киле кĕтӳ кĕртсен, кĕçĕн хĕрĕ ашшĕне каласа кăтартрĕ. N. Эпĕ, ут кĕтӳ кӳртсен, йăпăр-япăр йĕвен илеттĕм те, лашана тытса (поймав), шăварма каяттăм.

кĕтӳ хапхи

ворота в деревне, в которые проходит стадо. Тет. Кĕтӳ хапхинчен тухсан, эпĕ ачасем лашасемпе пынине куртăм. Никит. Сеппер кĕтӳ хапхи патнелле хăваласа кайрĕ, Иван ял уй хапхи патнелле утрĕ. Персирл. Çав вăрман патĕнче пĕр хапха пур, çав хапхаран кĕтӳ çӳрет, çавăнпа ăна кĕтӳ хапхи теççĕ.

кĕтсе çитер

дождаться. N. Анчах вăлă (= вăл) пĕтессе эпĕ кĕтсе çитерес çок.

кĕтес

(кэ̆тэс), угол (с русск. кутец?) Орау. Хăмана пĕр кĕтесрен тепĕр кĕтессе (с угла на угол) хирĕнтерсе (если туго, тĕкĕнтерсе — если не плотно, чуть-чуть) хунă. Ib. Эп кĕтесселле шăвап, кунта сире çывăрма памăп, кашăртатса. N. Кĕтес картни, рубка углов. Синьял. Пурçăн тутăр кĕтессине пирĕн ят ӳкмен, мĕн тăвас? Толст. Урисенчен ярса тытаççĕ (хватают), тет те, кĕтессине (об угол) çĕкле-çĕкле çапаççĕ (parvulos), тет. СПВВ. Тĕпел кĕтесси, кăмака кĕтесси, алăк кĕтесси, турă кĕтесси. ЧС. Эпĕ вара, анне сăмахне итлесе, пĕр кĕтессе (в угол) кайса лартăм. Сред. Юм. Кĕт, кĕт, кĕтес, мана кĕтес кам парать? Пуран кашни кĕтессине пĕрер çын тăраççĕ те, пĕри çапла каласа пура варĕнче çӳрет; ыттисем вырăнтан куçнă чôхне вара ô кăшин (= хăшин) вырне (= вырăнне) те пôлса кĕрсе тăрать; кĕрсе тăма ĕлкĕреймесен, калах тепĕр вырăн ôлштараччен варĕнче тăрат. (Игра). Альш. Кĕтесрен пăрăнчĕ, кĕтесрен тухрĕ. Повернул за угол, вышел из-за угла. Чартакан. † Сарă пурçăн кĕтесне пирĕн ятсем ӳкмен пуль, хура пурçăн кĕтесне пирĕн ятсем ӳкнĕ пуль. N. Юлашки хут тăкма тухсан (поминальные яства), сасă кăларакан арăм, тула тухса, кашни пӳрт кĕтессине пырса, «сасă кăларать». (Пумилкке). Сред. Юм. Кĕтесе (-зэ) пырама (рубить) канçăр (трудно) ôна. Ib. Кĕтесĕн (-зэ̆н') мăкне вырнаçтарасси пит канçăр. Ib. Кĕтессĕн мĕнех пôр вара ôн пит, пыра (= пура, срубить, рубить) пĕлмелле марри? Какую особенную трудность представляет рубка углов (избы и пр.?). Ст. Чек. Авланнă çын кĕтессе ларса çисен, арăмĕ вилет, тет. Ib. Авланман çын кĕтессе ларса çисен, кăлава хĕрне илет, тет. (Старая поговорка). || Межа. Пшкрт: кэ̆дӓс. Хорачка: ана к̚дэзэ̆ — межа. СПВВ. Кĕтес = ана йăранĕ. Козм. Б. Яныши. Тăваттăмĕш тунката патне çитсен, мишавай кĕтес виçнĕ чух эпир улттăн та улăха çырла пуçтарма кайрăмăр.

тăхăнкала

учащ. ф. от гл. тăхăн. ЧС. Эпĕ епле те пулин (кое-как) кĕпесене тăхăнкаласа киле чупрăм.

тăхăнтарт

понуд. ф. от гл. тăхăнтар. КС. Кĕпине тăхăнтарт. ЧС. Шурă кĕпе, шурă сăхман, кăçатă тăхăнтартса турă кукăрне вырттарчĕç. НАК. Килтен тухса кайиччен (перед отьездом невесты из родительского дома) хĕр ашшĕпе амăшне, пичĕшсене, шăллĕсене, йăмăкĕсене стел хушшине лартса пурне те кĕпе тăхăнтартса хăварать. Ib. Туйя тăхăнтартса каймалли хăмăтсене, кутлăхсене, йĕвенсене, килкепесене тикĕтлесе, пĕрешкисене çутатса хураççĕ. Орау. Эпĕ урапасене çу сĕрсе тăхăнтартса хатĕрлерĕм, кӳлес те каяс анчах. || Насадить. Шурăм-п. Вăл вăрманта патак (туя) тупрĕ те, ăна чĕрес хулăпне тăхăнтартса пĕр вĕçĕнчен хăй тытрĕ, тепĕр вĕçне Марье йăттарчĕ. || Бить, ударить. Шурăм-п. № 4. Эпĕ ăна пĕр-иккĕ тăхăнтартрăм та-ха (= хĕнерĕм), КС. Хăлха чиккинчен тăхăнтартнă.

тăхта

ждать, подождать, погодить, повременить, остаовиться. Разг. С. Мих. 39. Тăхтаччĕ, тăхлачă, хăта киличчен. Приостановись, сваха, до приезда свата. Регули 1538. Тăхта, кĕпе охаттăмччĕ халь. Тораево. Тăхта-ха, эпĕ уна илем-хе. Ала 4°. Ларсанларсан каç пулчĕ, каç пулсан чылай тăхтасан çĕрле пулсан, манăн пата çăка хăвăлне темĕскер анать çĕмĕрттерсе. Беседа. Тăхтаса пĕртте ан тăр. Эпĕ уна тăхтанă пулăттăм. || Воздерживаться. В. С. Разум. КЧП. Киле каяс килет пулсан та, ыйтма кăштах тăхтатăш кĕркунне çитерех патăр тетĕп. || Перестать. N. Сухари ярма тăхтарĕç. Перестали высылать сухари. || Жить. Ау 222. Анатран хĕвел тухат-çке сайра сайхай хушшинчен; пирĕн пек чипер ачасем сайра амаран çуралат, çуралат та тăхтамас, курайман тăшман пĕтерет.

тăххăр

(ты̆ххы̆р), девять. Бес. чув. 5. Тăххăрта (девяти лет) хурсем кĕтсе çӳре пуçланă. В. Олг. Тăххăрта лартни лайăх полчĕ. N. Тăххăрти = девятилетний. || N. Ăна эпĕ ĕне ил тесе тăххăр та каларăм (несколько раз говорил). А.-п. й. 34. Ман тăххăр таран пур-ха. N. Тăххăрăн, в девятером. || Фазы (луны). ТХКА 21. Атте киле таврăнсан, уйăх тăххăр çаврăнсан, эпĕ çуралнă вара, терĕ çав пыйти. Чув. прим. о пог. Кайри уйăх тăххăри. См. уйăх тăххăри(вып. III), тăхри.

тăшман

враг, неприятель; соперник. Ст. Шаймурз. Тĕлĕкре çĕçĕ курсан тăшмана, терĕ. Если увидеть во сне нож, то это, мол, к вражде. N. Эпĕ савнипе эсĕ савни хушшисенче тăшман пур. Актай. Икĕ тăшман хире-хирĕç пăхса лараççĕ. (Алăк сулли). Бугульм. Тăшманçăм килессе пĕлнĕ пулсан, хăваяс мĕн кĕпер çатăркаран, пусмассерен путса антăр мĕн. Стюх. Ĕнтĕ мăйăх-сухал сăрчĕ те, хĕрсен тăшманĕсем пултăмăр. ЧП. Мăйăх-сухал сăрсассăн хĕр тăшманĕ эп пултăм (его перестали любить). М. Сунчел. Çилпе ӳртсе çӳрекен тăшмантан хăтар. (Из моленья). Баран. 56. Аха, тăшман çынсем, тытаймарăр-и?

тăшманлăх

враги. N. Йăра-тавра тăшманлăх, эпĕ çӳреймĕп тус-йышсăр.

тĕк

толкать. Ала 74. Çакă Кăвал ачисе алăк хыçне тĕкрĕмĕр. N. Манăн çăварсем питĕрне ларчĕçĕ, çăкăр çиме памастчĕ, аран-аран пĕрер тĕпренчĕкĕн пурнепе тĕксе кӳртсе çатăмччĕ. Сюгал-Яуши. Вара ăйăра шыв хĕрне илсе кайнă та, шăтăка тĕксе янă. Имен. Эпĕ ăна тĕксе ятăм çуна çинчен, лашине пушăпа çапрăм та, тартăм. В. С. Разум. КЧП. Алăка сасартăк тĕкрĕм те, уçăлсах кайрĕ. Ib. Порис тĕксе ярать. Орау. Эп ун киммине çыран хĕрнелле сĕтĕреп, вăл шалчапа çырантан тĕксе шалалла туртăнать. Е. Орлова. Кĕсменпе чултан тĕксе кимме тапратса ятăм. Я оттолкнулся от камня и поплыл. Ib. Çтенаран алпа (урапа) тĕксе уйăрăлтăм. Я оттолкнулся от стены. N. Халăха вĕрентес ĕçе, епле те пулсан, майлаштарса, малалла тĕкесшĕн пулнă вăл. Çамр. Хр. Тенкел ури илсе Çтеппанăв куçне тĕксе шăтарнă. || Касаться. N. Патакпа тĕкрĕм, коснулся. || Кан. Пĕр пулккă сурăх пĕр пĕрин çине пуçсене тĕксе, кашăлтатса каяççĕ. || Бодать. Ишек. Тĕкрĕç, тĕкрĕç, тет те, хĕрне мыйрисемпе, вĕлерсе прахрĕç. Скотолеч. 26. Ĕнесем час часах пĕр-пĕрне мăйракисемпе тĕксе шăтараççĕ е тирне чĕрсе яраççĕ. А.-п. й. 108. Качакисем ăна ирччен пĕтĕмпех тĕксе вĕлереççĕ. Сятра. Такасам ирччен хора тĕксе пăракнăç, тет. || Трогать, задевать. Пшкрт. Тĕк = тив. || Поджечь. Курм. Кăраççын сапса вот тĕкнĕ. Кан. Çын тĕкнĕ теççĕ. Говорят, что от поджога. N. Вот тĕкнĕ. || Запирать. Яргуньк. Алăк тĕкрĕн-и? Запер ли ворота засовом? || Сомкнуть. Яргуньк. Пĕр пуç чĕнчĕ, тет: пушалстă мана кĕлеткепе пуçа тĕксе хăварччĕ, терĕ тет. Шибач. Çав кӳлĕри шупала аллисене хире хирĕç тĕксе çав шупала йăваласа сĕркелесе сыпăнчĕ. || Черкнуть. Орау. Вăхăт пулсан пĕр икĕ сăмах тĕксе ярсан аван пулĕччĕ. Ib. Мĕскер çыран? — Салтак патне хут ярас-ха, кăшт хамăр епле пурăннине пелтерес.— Маншăн та эппин пĕр-ик сăмах тĕксе хур. || Дать взятку. Орау. Леш сутийине тĕкнĕ те, ун майлă турĕç. Он сунул взятку судье, потому присудили в его пользу. || Намекать. N. Сăмах тĕксе ян яр. || Тыкать (в землю).

тĕкĕле

подпереть, запирать. N. Тĕкĕлетпĕр алăка. Кан. Виçĕ пĕчĕк ачине пӳрте тĕкĕлесе хăварнă (родители.) В. С. Разум. КЧП. Алăк патне çитрĕм те (добежал), алăк тĕкĕленĕ пулнă. Кильд. Эпĕ алăкне тухса тĕкĕлем-ха, урăх кунта никам та ан кĕтĕр. Беседа. Тĕкĕлесе чаракласа пĕтернĕ. Яргуньк. Тырă капанне тĕкĕлеççĕ (подпирают подпоркой). Коракыш. Çав упа аран старик пӳртне кĕрсе тарса, алăкне старикпе пĕрле тĕкĕлесе тăчĕç, тет. Торп-к. Хăва (сам) вăрмана кайсан, уписем, кайăксем лашине çисе янă тет те, кайран патаксампа тĕкĕлесе çине тир витĕрĕç, тет те, аяккалла кайса ларчĕç, тет. Ала 28. Министăрăн аллисем икĕш те çыпăçса ларчĕç, тет, çĕрĕпех вара çенĕкре тĕкĕлесе тăчĕ (прозапирал дверь). || N. Сире уйăхне пилĕк тенкĕ парсан, тĕкĕлемес вит у.

тĕл

определенное место. Баран. 121. Хирсенче хура тĕлсем нумайланнăçем нумайланса пыраççĕ. N. Ялан вырăнтан вырăна куçса çӳретпĕр, татах тĕлĕ çук. N. Хветĕрĕн хăйĕн атрĕс çырма тĕлĕ çук. Ст. Чек. Кайсан-кайсан кайнă тĕле çитеççĕ. Скотолеч. 15. Хăш чухне пĕр тĕлте анчах, хăш чухне ик-виç тĕлте шыçать. Шыçнă тĕлти вĕриленсе тăнăçемĕн пысăкланса пырать. Регули 1200. Çавă тĕле (çавăн тĕлне) кил. Ib. 744. Пĕр тĕлтех çавăрăнса вĕçсе çӳрерĕç. Сред. Юм. Тохса çӳрес-ха çола, килте ларса полмас пĕрмай, эрне кăçта каймаллин тĕлĕ çок та, топимăпа шырасан кăçта та полса майлă вырн. Чăв. й. пур. 35. Икĕ ывăлĕ икĕ тĕлте уйрăм пурăнаççĕ. Скотолеч. 23. Тавăрăнса кайнă тĕлтине çивĕчĕ çĕçĕпе касса пăрахас пулать. Изамб. Т. Пирĕн çарансем пур тĕлти те аван. Юрк. Ик-виç тĕлте имени пулнă, темиçешер çĕр теçетине çĕр пулнă. Чебокс. Урăх тĕлелле каяр. N. Виçсĕмĕр виç тĕлте çӳретпĕр. Календ. 1904. Укçа янă тĕле çитсен çав купона укçа илекен çынна касса параççĕ. Кан. Анӳ тĕлне пĕлетĕн-и вара? Нюш-к. Пăшала персе ярсассăн хайхи çын тĕлĕ тĕтĕм пек пулса куçран çĕтет. N. Тислĕк купи тĕлĕнче (тырă) лайăх пулать, ытти тĕлте начар пулать. Скотолеч. 21. Суран (рана) тĕлне пăр е юр хурас пулать. Вишн. 73. Тата хăш-хăш çĕрте тăм чумлексем ӳпĕнтерсе хураççĕ; вара хăшин ăшĕ ытларах йĕпенет, çавăн тĕлне пусă алтаççĕ вара. Б. Яуши. Пирĕн тĕле пĕлмесессĕн, анат касра кĕтесре, улма сатне пăхса пыр. Хурамал. Вăл сасă салтак пурăнакан тĕле çитсен чарăннă. О сохр. здор. Хăш чухне лаша тăлхарса кăларсан е ĕçнĕ чух шыва юлсан, çав манка çыннăн ӳтне суран тĕлне лекет те, çын та вара çав чирпех чирлет. N. Эсĕ çул тĕлне пĕлетĕн-и? Пиччу хăни тĕлне пĕлетĕн-и? Ала 81. Кăтартăр-ха мана унăн тĕлне (где он живет). Холера З. Каснă тĕлĕнче ыратни, пăртак вĕриленни, вăйсăрлăх часах иртсе каять (при прививке). Изамб. Т. Ют ялтан ывăнса килнисем ларнă тĕлтех çывăрса каяççĕ. Нюш-к. Ашшĕ курнă укçа тĕлĕ кăçта у тесе ыйтрăм (где видел его отец деньги). N. Ик-виç çеккунт та иртмен-тĕр, шыв юхăмĕ ăна çирĕм чалăш тарăнăш тĕлне юхтарса илсе кайнă. N. Эпир çапла пĕр тарăн тĕлте пысăк пулă тытрăмăр. Скотолеч. 12. Шыçнă тĕле тутăр татăкне ăшăтса е ăшă шывпа йĕпетсе çыхас пулать. Ib. Тачка ӳт тĕлне сĕрме юрамасть, хул çумĕнчи аяк пĕрчисем тĕлне сĕрес пулать. Дик. леб 30. Çав пӳрт тĕлĕнчен иртсе пынă чух, çурăм-пуç тин шуралса килнĕ. Ядр. Сасартăк манăн пĕр чĕпĕ пĕр шăтăк тĕлне пулчĕ те анчĕ кайрĕ. N. Вилсен ăна масара пытарнă. Вăл масара чăваш масарĕ теççĕ. Унăн шăтăкĕ тĕлĕ халĕ те пур. Кан. Вĕсем ялти кулаксем тĕлне пĕлмен çынсем. || Иногда переводится как дом. ГФФ. † Йăван лаши хора лаша, Татьян тĕлне çитсессĕн... Ивана вороная лошадь как поверстается с домом Татьяны... ГФФ. † Татьян сăхмань хора сăхман Йăван тĕлне çитсессĕн... Полы Татьянина черного кафтана, как дойдет она (Татьяна) до Иванова дома... ГФФ. † Йăш-яшти яш ачи, олах тĕлне пĕлмесĕр, пӳрт кĕтессинче çĕр каçнă. Пригожий парень, не найдя дома, где были посиделки, провел ночь за углом избы. А.-п. й. 89. Улпут тĕлне çитсессĕн, ларчĕ пĕрене çине. || Местность. Ала 14. Нимĕн тĕлне те пĕлмен вăл (не знала местности), каç та пулма пуçланă. || Случай. N. Ĕмĕр тăршшинче ĕçес килнĕ çынсене шыв парса ăшне кантарса ярас тĕл сахал килет. Регули 1478. Пирĕн çок полчĕ, лапкара та пĕтнĕ тĕл полчĕ. N. Икшер-виçшер кун çăкăр курман тĕлсем те пулчĕç. Баран. 127. Пĕтес тĕл килсен, упа тем пек хаярланса çитет. || N. Сиртен мана çыру илме тĕлĕ çук. || Толк. Орау. Эпĕ уйăхсем çинчен пайтах çынтан ыйткаларăм та, çапах та тĕлнех тупимарăмăр. N. Çывăрни тĕлли çук: пĕр куç хупăнса выртать, тепри уçăлса тăрать тенĕ пек анчах вырткаласа тăратпăр. Юрк. Ыттисем вĕрентем тĕлĕ пулмарĕ. N. Ним тĕлне пĕлместĕп. N. Çапла эпир нимĕн тĕлне пĕлмесĕр шухăша вылятса тăратпăр. Сборн. по мед. Кирек епле ĕçе те тĕлне пĕлсе шухăшласа тума кирлĕ. N. Ĕçе тĕлне пĕлсе ĕçле. || Специальность. Альш. Пĕлетне мĕн эсĕ вăл тĕле. Разве ты знаешь и это дело, и эту специальность. || Признак. N. Мир полас тĕлĕ çок халĕ. || Время. N. Пĕр тĕлте, одно время. Баран. 167. Хĕлле тайкара хăрушă сивĕсем, кутсăр-пуçсăр тăмансем пулаççĕ. Çул кайма тухнă тĕл килсен, вилмесĕр юлакан нит сахал. || Цель. N. Çавăрса хур пĕр сăмах та пулсан, тен тĕле килĕ! Изрыгни что-нибудь, авось в цель попадешь. N. Тĕл тиверт, попадать. ЧК. Тĕл пеме вĕренес килет. Ib. Шкулти тĕл перекенсен кружокне (стрелковый кружок) Михайлов юлташ ертсе пырать. || Ашшĕ амăшне. Ăна вара çывăрнă тĕллипех (сонного) тăлăпсемпе, чаппансемпе лайăх хупăрласа çуна çине вырттарнă та, Лисахви килне илсе тавăрăннă. || Во-время. N. Сасартăк килсе эсир çывăрнă тĕле ан пултăр. Урож. год. Апат тĕлнех пултăмăр. || Как раз. Кан. 1929. Хăш-пĕр чухне чăхăмçă этемсемпе те тĕлех килсе тухаççĕ. N. Эпĕ çавăнпа сан пата пиçмо ятăм: эсĕ унтан кайнă тĕлех пулнă. К.-Кушка. Çатан урлă сикрĕм те, ура пылчăк çине тĕлех пулчĕ. Перепрыгнул через забор и попал ногой в грязь. Кан. Унта пĕр питĕ тĕлех кăларакан карчăк пур тет те... Панклеи. Ялта пĕр пӳрте кĕрет те, олах тĕлнех полать (попадает как раз на посиделки). N. Пирĕн тĕлех пулчĕ. || В отношении. N. Эпĕ ку авланнă тĕлтен тата телейлĕрех пулмаллаччĕ-ши? Юрк. Эсĕ пур япала çинчен те пĕлетĕн? Çавна мана çынсем умĕнче каласа парсам. Эпĕ сана çав тĕлтен пулăшăп. Альш. Кунта харпĕр килне ăрасна касмăк-пичĕке çук. Ӳретниксем пире вăл тĕле хĕсмеççĕ. || Около (места). Ярмушка-к. Кункал виçĕ шыт çӳлĕшĕ, сарлакăшĕ хырăмĕ тĕлĕнчепе 7 вершук пур пач тӳрĕ (в диаметре), тĕпĕ пенчинче сарлакăшĕ — пăймаклинче 5 вершук анчах (в диаметре). N. Çич çул юппи тĕлĕнче тăват аршăн юр çунă. Кан. Çу савăчĕ тĕлĕпе Етĕрненелле мăн çул анса каять. Регули 1163. Эп çол çинче вăлсам ялĕ тĕлĕнче топрăм. Ib. 1159. Вĕç çав йăвăç тĕлĕнче тăракан çын. Ib. 1162. Пирĕн тĕлте хыçалта тăчĕ. Эпир. çур. çĕршыв. 11. Улçа юпи тĕлĕнче, кăмака ани патĕнче, вучах пур. Ск. и пред. чув. 64. Кăкăрĕ çинче, чĕри тĕлĕнче сенĕкпе чикнĕ вырăн çара юн. Якейк. Чӳркӳ тĕлĕнчен айăккала пăрăнса каймалла. Капк. Ваçуксене: эсĕр пирĕн тĕлти мулкачсем, тесе хăлхинчен туртса хăратнă. N. Пĕр-кун сана вăйлă вăрçă çук пирĕн тĕлте тесе çырнăччĕ. Кан. Пăшалпа хырăм тĕлĕнчен перет. Альш. Тимĕрçĕ хытăрах итлет те, ача сасси тĕлне сирсе пăхат, тет. Кан. Канавне тата карта тĕлĕнченех ямалла тунă. Скотолеч. 26. Улма е чĕкĕнтĕр тавăрашĕ хăш чухне карланкине ларат, хăш чухне кăкăрĕ тĕлне ларать (застревает). || Около, приблизительно (во времени). N. Эпĕ праçник тĕлĕнче польнитьсара выртрăм ик эрне. Кан. Ачана кăнтăрла иртсен пĕр сехет тĕлне çуратса пăрахрĕç. Ib. Шупашкара каç пулттипе пĕр пилĕк сехет тĕлнелле çитеççĕ. Ib. Хут пĕлменнисемпе сахал вĕреннисене шкулта улт сехет тĕлнелле ямалла. N. Улттăмĕш сехет тĕлĕнче. N. Иван! Пыр ман патна паян пĕр виç сехет тĕлнелле. N. Ыран воник сахат тĕлĕнче килеп. Хот илмелле. N. Кăнтăрла иртсен, пĕр виç сехет тĕлĕнче. Ачач 23. Çимĕк тĕлĕнче вăрманта çуралнă тесен, Тимуш ялан хавасланнă пек пулнă. Ск. и пред. чув. 19. Чи çурçĕрĕн тĕлĕнче çичĕ юлан тухаççĕ, Хура шăрчăк уйĕнче каллĕ-маллĕ чупаççĕ. || Напротив. Çутт. 82. Ăна эпĕ куç тĕлне турăм. Пирĕн ял. Ламппă çути тĕлне шăп килмелле кăшкара çăмартаран пĕчĕкрех шăтарса шăтăк тăваççĕ. ДФФ. Вăрăм сак тĕлне çӳлерех пĕрене çумне пĕр пуччушши çапса çыпăçтаратчĕç. Шибач. Çав вăрман виттĕр виç кĕтеслĕ пӳрт тĕлнех полмалла полчĕ. Мăн çол. || Дик. леб З2. Эсĕ унăн чĕри тĕлне лар: вăл усал кăмăллă пултăр та, çавăнпа асаплантăр. || По. Юрк. Вăл тĕлтен вулăр. По этому предмету читайте. || По направленню. Орау. Çурт тĕлнелле пăхсан çăмăр çуни лайăхах курăнать. Регули 1160. Çав йăвăç тĕлĕпе пăх. || К. Кан. Октяпĕр револютси вунă çул тултарнă тĕле пулас çурт; каснă лартнă тепĕр уяв — Чăваш автономи вунă çул тултарнă тĕле тăватчĕç. ЧК. Паян кун тĕлне районĕпе 200 кектар çинче çĕрулми лартнă. Конст. чăв. Унтан хулара çӳренĕ чухне вăл вырăн тĕлне çитсен эпĕ: кунта пĕр Мирса Салих Керимов ятла хуçа пур, эсĕ çав хуçана тупса парайрăна мана? терĕм. Регули 1339. Той тĕлнех килчĕ. N. Ку енчи ял тĕлне илсе пыр. Кума-к. Кил тĕлне çитсессĕн (когда подьехали к дому), пысăк алăкпа кĕреймарĕ (муха). Кан. Советăн 5-мĕш çурчĕ тĕлне çитнĕ. Ib. Вăл каç пулнă тĕле вилсе те кайнă. ТХКА 53. Вăрманял тĕлне çитиччен хамах лартса кайăп сире, тет нăврашсем. А.-п. й. 71. Хай хуçа кашкăр тĕлне çитет те, ямшăкне лашисене чарма хушать. Çутт. 71. Кĕсре кашкăр тĕлнелле çите пуçласанах хăр-харт туса илчĕ. N. Кайсан-кайсан çак пĕр тырă акакан çын тĕлне çитрĕ, тет. СПВВ. Çак сăмах тĕлнех килсе кĕчĕ. N. Эпĕ хам хурланă тĕле пултăм та, çампа çампек çыртăм. N. Пирĕн сăмахсене итлемесĕр пурăнса çамрăк пуçупала таçта кайса, темĕн тĕлне пулса темĕн çапса вĕлерес, темĕн персе вĕлерес. Урож. год. Çын куç тĕлне пулнăран шыва кĕме пăрахнă. || До. НР. † Шопашкар тĕлне çитсессĕн... Как дошел до Чебоксар. Ib. † Хĕрсен тĕлне çитсессĕн... Как дошел до девушек... || Над. Изамб. Т. Пăр пуçне килсе çапсан, вăл вара карттусне пуç тĕлĕнче çӳлерех тытса тăнă. N. Туттăрĕ çине, çамки тĕлне виçĕ кĕмĕл укçа çĕлесе хураççĕ (покойнице). N. Малалла чупса пынă чух ялан пуç тĕлне кĕреçе тытса чупăр. Дик. леб 39—40. Вăл хăйĕн пуçĕ тĕлĕнчен вĕçсе пырса, ăна хĕвел çуттинчен сарлака çуначĕсемпе хӳтĕлесе пыраканни те çав кĕçĕн пиччĕшех пулнине пĕлнĕ. Она догадалась, что это он летел над ней и защищал ее от солнца своими крыльями. Орау. Çӳлте, ял тĕлĕнчех, тусем кĕç-вĕç йăтăнса анас пек ял çинелле тайăлса усăнса тăраççĕ. N. Сĕтел тĕлĕнче ламппă çакăнса тăрать. 93 çул 15. Çӳлте штик тăррисем тĕлĕнче кайăксем юрланă. ЧС. Çавăнпа вырăн тĕлне пиçихе çыхса хучĕç; тăрас пулсан çав пиçихие тытса ларатчĕ. Ск. и пред. чув. 10. Çӳлĕ тăвăн тĕлĕпе çăхан карать çăварне. || Под (прикрытием). ЧП. Йăвăç тĕлĕпелен вăл сулхăн. Собр. Выртнă упана йăвăç тăрĕнчен пăхса тăратимăн, йăвăç тĕллипе хуллен пырсан тытăн теççĕ. Толст. Хăйсем йывăç тĕлĕпе ачисенчен вăрттăн тара пачĕç, тет. Н. Якушк. Ырă аппаçăм (ятне кала), санан тĕлӳпе хумханатпăр. (Свад. п.). Полтава. Халăх пуçĕ тĕлĕнче хĕпĕртесе силлерĕ. N. Мăшăр витре йăтрăм та, шыва антăм, тăван шу пуç тĕлĕнче ай пыратчĕ. 93 çул 78. Çав виç кĕтеслĕ япала (предмет) ирхи кăвак пĕлĕт тĕлĕнче хуран курăннă. || За. Регули 1161. Эп йăвăç тĕлне тăтăм, çавăнпа вăл мана коримарĕ. Янтик. Сан тĕлӳпе мана ним те курăнмас, кай унтан (из-за тебя мне ничего не видно). N. Паян çăмăр пĕлĕчĕ тĕллипе хĕвел çутти курăнмасть. Сред. Юм. Тĕттĕм лавка хӳтипе, пурçăн хăмаç çутипе, пурçăн тутăр тĕллипе çиçпе ачи куç хыврĕ. N. † Вуник кашкăр иртнĕ чух юман тĕлне тăрса юлайрăм. || При. N. Словарь çырнă тĕлте сире эпĕ кирлĕ мар-и? || Ст. Юрк. Малашне авланас тĕлтен турă сыхлатăр ĕнтĕ (говорит один вдовец). || Для. N. Ку япала пирĕн тĕлĕмĕртен килсе тухрĕ. N. Ман тĕлтен ялта сар хĕр пулмарĕ куран. Чув. календ. 1911. Çапла тусан, русско-чувашский словарь вырăс чĕлхине вĕренес тĕлтен пире пит нумай усă парĕ. Ст. Чек. Ун тĕлĕнчен унăн пур, ман тĕлĕмрен çук. Для него он готов сделать все, а для меня ничего. Б. Олг. Тепĕр молкачă кортăм ора, карсак, тĕллерех пертĕм, ман тĕлне полимерĕ, тытимерĕм. Утăм. Ырлăх иртет ак часах ун тĕлтен. N. Унта вилнĕ çынăн кил йышĕсем калатчĕç: эй турă, мĕшĕн ялан пирĕн тĕле кăна пулать-ши, мĕшĕн пире ялан хурланса хурлăхпа пурăнмалла тунă-ши ку турă. N. Пирĕн тĕлтен пурне те пуçтарнă. Сред. Юм. Он тĕлĕнчен тем те топнать. У него всегда бывает несчастье. Ему всегда попадаются дешевые вещи хорошего качества. || О, об. КАЯ. Атте-анне уратех ĕнтĕ (сестра) тесе пит хуйхăра пуçларĕç; эпĕ, ухмахскер, хуйхăрас тĕлне пĕлместĕмч. Юрк. Янă çырăвăнта вăл тĕлтен нимĕн те асăнмастăн. || С. N. Скиф патши ывăлĕсем ашшĕ хушнине те итленĕ, те итлемен, эпир пĕлместпĕр. Çапах кил-çуртра килĕшӳ çукки усал иккенне эпир тепĕр тĕлтен куратпăр. N. Токмак тĕлне пол, встретиться с волком. А.-п. й. 40. Ула-таккапа тилĕ, çаксем тĕлне çитсен, темĕн пăшăлтатса илчĕç те, чарăнчĕç. || Иногда не переводится. ГФФ. † Кăтик-кăтик сар чăххи, кашти тĕлне пĕлмесĕр, посма çинче çĕр каçнă. Желтая курочка, не найдя своего насеста, ночевала под крыльцом.

тĕлле

намечать направление. Альш. Каятăп хай хăй çутине тĕллесе. Собр. Эпир килтĕмĕр ушкĕнпе хăтаçĕм килне тĕллесе. || Указывать (рукой) направление. Шорк. Хĕвеле аллупа ан тĕлле, пĕлĕте аллупа, масара аллупа ан тĕлле, терĕ. Хăр. Паль. ЗЗ. Тĕллесе кăтартать. Ачач 82. Митюк çурчĕ умнелле тĕллесе кăтартнă пек тăвать. || Наметить. Изамб. Т. Усем те пăсмасан, ывăлĕ те кăмăлласан, вара çав тĕлленĕ хĕре хăтана каяс пулать. || Юрк. Санăн çемйӳ пурне-мĕнне пĕлсе тĕллесе туса тăмаççĕ, тухса кай, теççĕ. || Смотреть пристально. Пшкрт. Мĕн тĕллесе пăхан мана, кормасатни мĕн. Ачач 103. Пасар кунĕ халăх хушшине лайăхрах пăхманни, асăрхаманни, кашнинех куçран тĕлле-тĕлле лартса иртерсе яманни ниçта та хăварман. Хорачка. Мана тӳрех тĕллесе пыхрă (пристально). N. Мана ӳкересшĕн куçĕсене ман çине тĕллерĕç. || Целиться, взять на прицел. Шорк. Вăл пăшалпа мана алăран тĕллерĕ. Вăл пăшалпа ман алла тĕллерĕ. Вăл ман куçран тĕллерĕ. Вăл ман куçа тӳрех тĕллерĕ. N. Салтаксам пăшалсене харăс тĕллеççĕ. N. Эпĕ тилле (перес тесе) пăшалпа тĕллерĕм. Изамб. Т. Эп тĕллесе тăнă чухне кайăк-кăвакал вĕçсе карĕ. N. Эсĕ мĕне тĕллерĕн? Пшкрт. Эп пăшалпа çынна тĕллерĕм. N. Çавна ку тĕллесе сăнăпа чике пачĕ тет. N. Çак çын пыракан çул çинчех пĕр кайăкра çӳрекен çын кăвакала пăшалпа перес пек тĕллесе тăрать, тет. Б. Олг. Эп пăшалпа тĕллетĕп молкача, молкача пертĕм тытрăм. Вир-ял. Ултă пăшалпа тĕллесе ултă пăчăр тытрăмăр. Шел. 98. Пăшалĕсемпе кăкра тĕллеççĕ. СТИК. Салтаксем пăшалĕсемпе тĕллерĕç. Солдаты прицелились из ружей. Синерь. Эсĕ те мана виçĕ хут пăшалпа тĕллерĕн. || Целить. N. Пĕр маях мана тĕллерĕ. Раав. 122. Тĕллесе пыран инкеке-синкере сирсе яр. N. Тĕллесе кала, прямо сказать (на кого).

тĕл пул

встретить, встретиться, повстречаться, встречаться, ЧП. Хура лаша тĕл пултăм. А.-п. й. 87. Ак тĕл пулчĕ улпута. {{anchor|DdeLink218312619674728}} Ib. 96. Мăн çул çине тухсанах, тĕл пулать вăл пĕр çынна. Ib. 14. Çӳресен-çӳресен, пĕр мулкача тĕл пулчĕ. N. Кăшт тăрсанах, пĕр ăстах тунă ака пуçĕсем тĕл пулнă. N. Катови пӳрт тĕл пулсан, куçарса лартма темĕн чухлĕ каймĕ. Ст. Чек. Каят-каят та, пĕр çурта тĕл пулат, унта вунпилĕк хĕр авăрласа ларат. N. Килсен килсен, хайхи салтаксем çăва тĕл пулчĕç. ГТТ. Ĕмĕр тăршшĕнче пĕрне пĕри тĕл пулмăпăр, тесе каламалла мар. Этемпе этем тĕл пулать вăл, теççĕ. А.-п. й. 55. Кайсан-кайсан, йăвана пĕр мулкачă тĕл пулчĕ. Ib. 15. Пырать-пырать, нимĕнле кашкăр та тĕл пулмасть. Ib. 7. Пĕр вăхăтра мулкач, кашкăр, упа пĕрле тĕл пулаçççĕ те канашлаççĕ. Кн. для чт. I. 10. Вĕсем пĕрле тĕл пулса (встретившись) калаçа пуçланă. N. Малтан тĕл полакан çынах мана вĕлерет. Меня убьет первый встречный. Регули 222. Эп она поплекене тĕл полтăм. N. Кăçал çав Иван Иванчпа Никанор Никанорч иккĕшĕ вăрманта тĕл пулнă. Бгтр. Кайсан-кайсан, пĕр çоран çын тĕл полчĕ. || Наткнуться, натолкнуться, попасть во-время. НР. † Олăх тăрăх ут çолтăм, хуна юмана тĕл пултăм. На лугу я косил, на молодой дуб наткнулся. Завражн. Унтан хытă пĕр-пĕрĕн çинелле тĕкĕшесшĕн чопса пынă, анчах поçĕсем кĕсен тĕл полайман, пĕр-пĕрин çомĕнчен тĕкĕшимасăрах чопса иртсе кайнă (козлы). Череп. Яшка антарнă çĕре тĕлех пултăм. N. Вĕсем пурте сисмен çĕртенех танатана тĕл пулĕçинччĕ. Дик. леб 34. Ури айне тĕл пулнă типĕ çулçăсем чаштăртатни те илтĕннĕ ăна. Слышала шуршанье каждого сухого листка, попадавшегося эй под ноги. || Увидать. НР. † Йори карăм улаха чун савнине шыраса; чун савнине тĕл полтăм сарă хĕрпе йонашар. Нарочно пошла на посиделки, чтобы встретиться там со своим милым, но увидала его сидящим рядом с другой девушкой. ГФФ. † Карăм, карăм пĕр çолпа, хора йосç-и тĕл полтăм. Шла я, шла по дороге и увидела черного горностая. || Найти. НР. † Йори карăм вăрмана çăка йăвăç шырама; çăка йăвăç тĕл полтăм йоманпала йонашар. Нарочно пошла я в лес липу искать; нашла липу рядом с дубом. || Дойти. ГФФ. † Карăм, карăм пĕр çулпа, çич çул юппи тĕл пултăм. Шел, шел я по дороге и дошел до расяутья семи дорог. || Попасть в цель. N. Пăшалне илнĕ те, печĕ, тет, виççĕшне те тĕлех пулнă. || Застать, оказываться. Альш. Хĕрĕпе ывăлĕ таçта тухса кайнă тĕл пулат, тет. Ib. Кайăкĕ таçта кайнă тĕл пулат, тет. Бугурусл. Эпĕ, киле таврăнмассерен, манăн паппируска çынсем туртса янине тĕл пулатăп. Каждый раз, когда я возвращаюсь домой, мои папиросы оказываются выкуренными. || Вĕлле хурчĕ 5. Çамрăк амăш, хĕвеллĕ çанталăк пулсан, кăнтăрлапа вĕллерен сăрăпа тĕл пулма (çыхланма) тухса вĕçет.

тĕлĕк

сон. КВИ. Çамрăк кунсем, ыр кунсем иртсе кайрĕç тĕлĕк пек. N. Ашшĕ-амăш вилнине тĕлĕкри пек астунă. Ст. Чек. Тĕлĕкре камăнне те пулсан çĕнĕ пӳрт курсан, ун çемйинче çын вилет, терĕ. Сред. Юм. Тĕлĕк çинех полчĕ. Çывăрса тĕлĕк тĕлленсе выртнă çĕртен кам та полса пырса тăратсан калатчĕç; вара çав тĕлĕк пырса тăратакан çынна полать, тетчĕç. Артюшк. Ăстарик арăмне каланă, тет: тавай ачасене мунча кӳртсе тĕлĕк кăтартма выртарар, мĕн пуйтарĕç тет; кусем мунча кӳртсе ачисене тĕлĕк кăтартма выртараççĕ, тет. N. Сан тĕлĕкӳ акă мĕн пуласса курăннă. Орау. Тĕлĕкре мар пек, будто наяву, а не во сне. N. Ирхи тĕлĕк çынна пулать, терĕ. Утренний сон, говорит, относится к чужому человеку, пришедшему в этот дом. Сятра. Тĕлĕкре тора çисен, е çĕтсен, ĕнет е кайăк полмас, тетчĕç карчăксем. N. Сире тĕлĕкре питĕ курап. N. Эсĕ чирленине эпĕ пиçмо илечченех пĕлнĕ тĕлĕкпе. N. Мĕне пулĕ вăл тĕлĕк. Моркар. Тĕлĕкре хорăна касса ярсан, килте хĕрарăм вилессе, йоман кассан, арçынна полать, тетчĕç. N. Ман тĕлĕк те вилмеле катартмас-ха. Сятра. Çапла калатчĕ: çырмара аташсан, тохимесен — чиртен соалмас, тохирсен — соалирет; тĕлĕкре ут тарсан, арçына лайăк мар; тĕлĕкре вĕçсе çӧресен, çитĕнет; тĕлĕкре орапапа чопсан – соя, халăк сойи – лайăк мар. ДФФ. Чăвашсем тата юмăçсене тĕлĕк курма калатчĕç. Юмăçа тĕлĕк курма пиçиххи е урăх япала кайса паратчĕç те, çывăрнă чух ăна пуç айне хурса çывăрма калатчĕç. Ирхине вара юмăç тĕлĕк тăрăх чир мĕнтен пулнине, ăна епле тасатма кирлине „каласа кăтартатчĕ“. Ĕлĕк чăвашсем тĕлĕке пит ĕнететчĕç. Пирĕн анне калатчĕ: эпĕ тĕлĕкре тутар улпутне курсан, вăл кипĕт киремет пулать, вырăс улпутне курсан, вăл çĕн-ыр киремет пулать, Чăрăшри Микулай вăртахлăма курсан, вăл Ишекри Микул турă пулать, тетчĕ. СЧУШ. Тĕлĕкре арман авăрсан, вăрçă пулать. Рак. Вир тайăттăм, тăванăм, çырайăттăм, ман тĕлĕке мĕскер кĕрĕ-ши. ЧП. Ăйăхра курнă тĕлĕк. Расск. Çасран вăл юри çывăрмасăр тӳссе пурăннă. Сунчел. Эпĕ ăна (его) халĕ тĕлĕкри пек анчах аçтăватăп. Изамб. Т. Тĕлĕк каласа пар, рассказывать сон. || Ой-к. Вăл тĕлĕкре чухне акă мĕн курнă. || Орау. Тĕлĕк кайса патăм та-ха, ыран тата, кайса пăхсан, мĕн калĕ. Сред. Юм. Тĕлĕк патăм. Кирек мĕн пысăк ĕç тума тытăнас оммĕн йот çын пуç айне хăй япалине кайса хоратчĕ, вара çав пуçелĕк çинче çывăрнă çын корнă тĕлĕк пуçайне япала пырса хонă çыннăн полать, тетчĕ. || N. Ман ятпатĕлĕк асăнса пăхăр-ха. (Из письма). N. Çак тĕлĕке уйласа ярăр çыру. || Сред. Юм. Тем тĕлĕк хыптарнă, хам тин пасартан тавăрнтăм, чашăк илме астуман та (память отшибло). N. Тем тĕлĕк хыптарнă. (Говорят, когда забыл). || N. Эп кона тĕлĕке те илмен. И не думал, и не предполагал. Чума. Докторсем пирваях вăл чума икенне тĕлĕке те илмен. || Призрак навязчивый. N. Каç выртсан та, тĕлĕке кĕретĕн. N. Тĕлĕк комат тĕслĕ. || Несметливый, ротозей. КС. Сред. Юм. Эй тĕлĕк, эс те тĕлĕкпе çиç çӳрен çав. Так называют того, кто сделал что-нибудь не так, как следует. Орау. Е-е тĕлĕк, хăй аллинчи алсине шыраса çӳрет.

тĕлĕк кур

видеть сон. N. Эпĕ хам тĕлĕк куртăм: эсĕ ларан сăртра; эпĕ сан патна охрăм, хыçалтан куçса пуратĕ (обваливается). N. Кĕçĕр тĕлĕксем курса пĕтрĕм.

тĕлĕн

дивиться, удивляться, изумляться. А.-п. й. 77. Хунĕ Ваçлейрен тĕлĕнет. Тесть удивляется. Ib. 69. Ай-уй,— тет Ерхип арăмĕ тĕлĕннипе. Ib. 35. Трашка ачисем тăрна патне çитеççĕ те, шалт тĕлĕнеççĕ. Капк. Хальхи саманара ачасем пурте çавăн пек. Çулĕсене кура мар ăслă,— тет тĕлĕнсе. ЧС. Эпĕ пушар енелле пăхса тĕлĕнсе ларатăп. N. Эпĕ пĕлнинчен тĕлĕнмелли çук, эс пĕлменнинчен тĕлĕнмелле. Неудивительно, что я знаю, но удивительно, что ты не знаешь. N. Унăн калаçнинчен тĕлĕнмелле. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 13. Тепĕр тĕслĕх (пример) тата тĕлĕнмеллерех. N. Тĕлĕнсе хытсах каймалла. N. Ăна хирĕç калаçакан улпутсем вăл сывалнинчен тĕлĕне юлнă. СТИК. Кун акăшĕсем йăлт (сначала написал шалт. потом зачеркнул) тĕлĕнсе каяççĕ: мĕнле ку Иван пуракне час тултарат, эпир темĕн чул тăрмăшсан та тултараймаспăр? тесе тĕлĕнсе аптраса çитеççĕ. N. Вара унтан мĕн тĕлĕнмелли? || Задуматься. Кив-Ял. Пире саван ан кĕттĕр, кĕттĕр-кĕттĕр, тĕлĕнтĕр. (Вăй юрри). К.-Кушки. Тĕлĕнсе лар, в задумчивости. Альш. Шухăшласа тĕлĕнсе ларнă чухне ман шухăшăмсене юрă уçрĕ. Юрк. Хура сăран алса тулĕ, ырă ут тăварнă чухне пулинччĕ? Ай-хай милай хамăр тăван тĕлĕнсе ларнă чухне пулинччĕ. Рак. Тĕлĕнсе хуйхăрса ларнă чухне çак юррăм пусарчĕ хуйхăма. Б. Олг. Тĕлĕнсе шохăшласа çӳрет çа çын (задумчив). Юрк. Тĕлĕнсе, тĕлĕрсе ларнă чухне юрă уçат пирĕн кăмăла.

тĕлĕнтер

удивить, изумить. Юрк. Килмес çĕртен килтĕм çак киле, ыттах тĕлĕнтерсе хăвараймăп. Кама 11. Тĕлĕнтеретĕп эпĕ ăна акă. Пырса çӳçĕнчен сĕтĕрсе антарсан.

тĕлĕш

относительно. Альш. Вĕсене е Куславкканалла е Шупашкаралла леçе-леçе хăвараççĕ, тет, пирĕн ялсем. Анчах эпĕ вăл тĕлĕше пĕлсех каяймастăп вара. Бес. чув. 4. Ĕç тĕлĕшне вăл çамрăкранпах лайăх вĕренсе пынă. N. Акă мĕнтен ан намăслан, акă мĕн тĕлĕшрен суя намăс пирки ан хĕрел. ЧС. Анчах пурнăç тĕлĕшне тыта пĕлеймерĕмĕр (не сукели жить), çапла ĕнтĕ намăссăрланса сĕтĕрĕнсе çӳретпĕр (так говорили нищие старухи). N. Эй, ывăлăм, пур тĕлĕшрен те кунĕ пул. N. Вăл сирĕн патăрта пăртак пурăнас тĕлĕшрен эпĕ пĕре пăсăлмастăп. N. Çĕр çинче пур тĕлĕшрен те таса çын никам та çук. N. Пурлăх пухас тĕлĕшĕнчен калаçсан... N. Çынна хăртас тĕлĕшрен вăл пит куштан вара. N. Мĕн тĕлĕшпе эпĕ ку тĕрлĕ сан кăмăлна тупрăм та ĕнтĕ. Бес. чув. 6. Вăлах Микулая тĕн тĕлĕшпе нумай ăнлантара-ăнлантара панă. N. Эсĕ ман арăма анчах ан пăрах. Ун тĕлĕшĕнчен кăмăллă пул. Сет-к. Вăл тĕлĕшĕнчен (вăл тĕлĕшрен) эп аптрамастăп. Кан. Кирек хăш ялта хăйĕн уйрăм ăсталăх ĕçĕ паллă пулать: хăшĕ тир ĕçсемпе, хăшĕ чăпта тĕлĕшпе. N. Тытнă кайăксене сутас тĕлĕшпе. ЧК. Колхозсенчи тата шкулсемпе районри учрежденисенчи физкультурниксем граната ывăтас, сикес, чупас тĕлĕшпе спартакиадăна хатĕрленме тытăннă та ĕнтĕ. N. Январ уйăхĕнче тухмалли шурналсене вăхăтра кăларас тĕлĕшпе те типокрафире хăнт та тумаççĕ-ха. Истор. Анчах тăшмана тавăрас- тĕлĕшреи пит хытă чĕреллĕ пулнă. || Повод. О сохр. здор. Хура халăх хушшинче çак тĕлĕшпе (по этому поводу) темиçе тĕслĕ урăх сăмах та илтме пулать. Бес. чув. 15. Микулай: мĕн пухăвĕ тата? тесе ыйтрĕ, анчах ача пуху мĕн тĕлĕшпе пулнине пĕлмен. || Для. Патшалăх тĕлĕшĕнчен ĕç пит нумай. Сред. Юм. Он тĕлĕшĕнчен тем те килсе тохĕ, пит телейлĕ мар-и ô. N. Анчах мĕнле ырă çын тĕлĕшĕнчен те усаллăх тупăнать. Сл. Кузьм. 159. Сирĕн тĕлĕшрен тумаллине вăй çитнĕ таран турăмăр. Ib. 43. Ĕнтĕ эпĕ санăн тĕлĕшĕнчен тăвас ĕçе турăм. || Из-за. Кан. Çав тĕлĕшпе чирленĕ шултăра выльăха йĕтĕн е кантăр çăвĕ памалла. N. Вара Иван вăл тĕлĕшпе çулталăк та çичĕ уйăх хурлăх курса, тертленсе пурăнмалла пулнă. || С. ЧС. Ыйхă тĕлĕшпе нимĕн тăва та пĕлместпĕр. || О, об. N. Вутă тĕлĕшне тата çырса ярăр. N. Сан тĕлĕшĕнтен савăнса хĕпĕртем. || По. N. Эпĕ пĕре хамăн тĕлĕшпе шухăшлап, пĕре сирĕн тĕлĕшпе. || Через. N. Аçу миçе тенкĕ усă кӳчĕ утă тĕлĕшпе. || Шашкар. Чĕрне хори тĕлĕшне те тăрмастăп.

тĕллен

видеть сон, грезить. Лашм. Ай-хай, ай та миллай, хамăр савни тĕллĕнет-ши ăшă ăйхăнче. N. Патша ăнтан каят, тет, ку епле тупса килчĕ-ха эпĕ тĕлленнĕ лашана. Тайба Т. Ĕнтĕ ĕмĕр иртет, ĕмĕр иртет, каç выртса ир тĕлленнĕ ай тĕлĕк пек. || Бредить. Ст. Ганьк. Выртсан тĕлленсе аташса выртать (больной). || Предполагать; догадаться. КС. Ăна-ха вăл тĕлленеймаст те. Не имеет ни малейшей догадки о чем-либо. Кама 14. Ирт, лар кунталла. Мĕн тĕлленсе тăратăн унта урай варринче?

тĕм

кочка более на сухом месте, напр., на лугах. М. Етмен. Собр. Карти тĕм, карти айĕнче муклашки. (Хăяр). Т. VI. Загадки. Тĕм-тĕм тĕмеске, тивмесĕрех тивет-çке. (Куршанкă). || Куст. N. Тĕм-тĕм ӳсекен йĕплĕ çырлаллă йывăç. Собр. Тĕм хăвана тĕллесе пырас пулат, теççĕ. Подходя к таловому кусту, надо держать (оружие) ка прицеле. Лашм. Тĕм-тĕм хăва хыçĕнче вуникĕ ăсан йăви пур. БАБ. Çеçен хирте тĕм хăва, тĕм хăвара сакăр çерçи, пĕр карăш. (Присловье к чуклеме). ЧП. Пыраттăм-пыраттăм çулпала, тĕм-тĕм шĕшкĕ тĕл пултăм. N. Йывăç тĕмĕ, куст дерева. А.-п. й. 39. Пытанса вырт тĕм хушшине, тет ула-такка. N. Тĕмсем хушшинче тилĕ пытанса выртнă мĕн. ЧК. Умри кашни тĕме, сăрт тӳпине тĕплĕн тĕрĕслетпĕр. Юрк. † Тĕмĕн-тĕмĕн йĕплĕ хулă, темиçе çул ӳссен те вĕренене çитес çук. || Толст. Курăк тĕмĕ. N. Кашни курăк тĕмĕ, кашни йывăç тĕпĕ ӳсни вĕсене хĕпĕртеттерет. || Куча. N. Чул тĕми. СТИК. Кăткă тĕми, муравейник. || Группа. В. Олг. Çăка тĕмĕ, группа лип, выросших из одного корня. || Пяток (снопов). Н. Седяк. Вырнă кĕлтене икшер, виç-шер, пилĕкшер хураççĕ, çавна тĕм теççĕ. Сред. Юм. Тĕм — пять снопов, внизу два, на них два и сверху один. N. Тĕм тултар. Букв. Эпĕ хирте тырă вырса икĕ тĕм турăм. Хорачка. Тĕм — пилĕкшер кĕлте. С. Тим. Тĕм çине тĕм лартăр. (Из моленья). БАБ. Тĕм çине тĕм хума, çĕмел çине çĕмел хума пар. (Из моленья). Чув. прим. о пог. 330. Çĕнĕ çул каç çăлтăр çăра пулсан, пăрçа, мăйăр пулать, хирте тĕм çăра ларать. Если в ночь под новый год звезды часты, на поле будут частые пятки (снопов хлеба), горох, орех уродится. Арзад 1908. Тăваттăшĕ миçе тĕм урпа вырнă? || Пять ручонок. Мыслец. Шарбаш. Тĕммĕн-тĕммĕн сӳс тĕми, пĕр пĕрчĕкĕн суйласа хитре çурăм турăмăр. Тĕмлĕх, кустарник.

тĕмĕ

(тэ̆мэ̆), куст. Яраба-к. Пшкрт. || Кочка. Ала 73. Авкарти хыçĕнче шур юр тĕми, шăнкăртатса юхать юр шывĕ. Юрк. И тĕмĕ пур, тĕмĕ пур, тĕми çинче калта пур. || Пяток снопов. Тим. Çаксам кашни тĕмĕ тумасренех малала илсе пыраççĕ, тет, ачине. Тим.-к. Вĕсем çав ачана пит хытă юратнă. Тырă вырма кайсан çав ачана тĕмĕрен тĕмĕ сиктерсе пынă, тет. ЙФН. † Эпĕ вырас çурлийĕ тĕмĕ çинче тăминччĕ, пĕри тытса выринччĕ. (Солд. п.).

тĕн

тень (русск.). М. Бикшихи. Хĕвел хĕрелсе тухсассăн, йăвăç тĕнĕсем тем тăршшĕ чăсăлса выртаççĕ. Ib. Кăнтăрлахи апат çисен, эпĕ, выртса канма, çĕмел тĕнне кайса выртрăм.

тĕнче хурлахĕ

печаль, горе. Ст. Айб. Эпĕ савнине çын савсан, вăл та тĕнче хурлăхĕ. N. Атте-аннерен уйăрăлсан, çавăнта пулĕ тĕнче хурлăхĕ.

тĕп

частица образов. формы превосходной степени. N. Арпус çап-çаврака пулсан та, ун çинче ларакан шăнана вăл тĕп тӳрем пек курăнать пулĕ, тет. Чув. календ. 1911. Çурçĕр енчи, тĕп çурçĕр енчи чи сивĕ вырăна çурçĕрти полюс теççĕ. Кан. Çырмисенче пулă алăпах тытмалла, çĕрĕ тĕп тикĕс, хура тăпраллă. Стюх. Тĕп тĕмеске. Юрк. Пакку çинчен тĕп тĕрĕс пĕлтĕм (точно узнал). Толст. Пĕр кĕрепенке тĕп тĕрĕс касса ил. Орау. Тĕп тĕрĕс, как раз. Изамб. Т. Укçана шутласа пăхрăм та, тĕп тĕрĕс (все целы). Юрк. Çăварĕнчи шăлĕсем пурте тĕп тĕрĕс пулнă. Ал. цв. 28. Çак пурне те хăратса тăракан тискер сăнăмпа эпĕ ĕнтĕ тĕп тĕрĕс вăтăр çул пурăнтăм. Якейк. Текерлӳ çăмарти тĕп тĕрлĕ. Ib. Тоттăра тĕп тĕрлĕ шăтарнă. Ib. Уйăра тĕп тĕп-тĕрлĕ кĕтӳ çӳрет. В. Олг. Тĕп тĕрлĕ йĕм. Панклеи. Кайăк тытас килет-и сан, çав чăршă тăрнче вакша тем чохлех, тет. Кайса пăххăрм та, чăнах вакша тĕп тĕрлĕ йывăç тăрнче. КС. Пăшал паллине тĕп тĕрлех тунă (тивнĕ, много дробин попало). N. Пĕрик эрне хушшинче уя тĕп тĕрлĕ çĕмел лартаççĕ. Paas. Тĕп тĕттĕм, совсем темный. N. Çанталăк тĕп тĕттĕм пулчĕ тăчĕ. || Совершенно, окончательно. Собр. Тарçа-тĕрçе шанакан хăрах куçсăр пулнă; ывăла-хĕре шанакан тĕп куçсăр пулнă, терĕ. Б. Хирлепы. Тарçа шаннă, хăрах куçсăр пулнă тет, улне-хĕрне шаннă, тĕп куçсăр пулнă тет, терĕ. Трахома. Çапла чир ик-виç çулта çынна тĕп суккăрах туса лартать. N. Тĕп суккăрри пулмасан, куçĕсем пăсăлса çӳрекенсем те пулин пур, тет. N. Халăха кирлине тĕп татса çырайман.

тĕп

дно. N. Катка тĕпĕ, дно кадки. Утăм. Тĕпĕ (реки) курăнса выртать, çав тĕрлĕ тăрă. Образцы 51. † Шурă Атăл çинче шур кăвакал, чăмсассăн та тĕпне çитеймест. Чураль-к. Пирĕн ял ачи мулатси, шыв тĕпĕнчен чух илет. ÇМ. Сип-симĕс улăх урлă тĕпсĕр сив çăлкуç уйсем çине сапать шывне. Торп-к. Пĕве тĕп (шу тĕп) хăпарсан йĕпе пулать, теççĕ. Сред. Юм. Пос тĕпĕнче хор вылять. (Отражение в колодце движения облаков). N. Пус тĕпне кĕмĕл çĕрĕ ятăм. (çăлтăр). ЧС. Тĕпнелле пăхсан, тĕпĕ те курăнмасть (у оврага). А.-п. й. 37. Шăтăк тĕпĕнче тилĕ вĕткеленнине йăвăç тăрринче ларакан ула-такка курчĕ. Изванк. Курка тĕпĕ курăничченех ĕçмесен, лайăх мар теççĕ. Собр. † Ĕçсем, кукка, куркуна: курка тĕпне курам-а? Выпей, дядя, свой ковш, я посмотрю на его дно. Шишкин. Инке стаккань çут стаккан, çивче сахăр çок, çампа тĕп ĕçместĕп. Шемшер. Йыснан черки çут черки, çутă тейиса ытла тĕпех ĕçес мар. || Подонки. ГФФ. † Пирĕн аттейĕн хытти пор, четвĕрт тĕппе ыр полчĕ. Скуповат наш батюшка — прослыл хлебосолом, поставивши гостям подонки, оставшиеся на дне четверти. || Остатки. ГФФ. † Пирĕн аннен те хытти пор, кокăль тĕппех ыр полчĕ. Скуповата наша матушка — прослыла гостеприимной, поставивши гостям остатки пирога. А.-п. й. 54. Кĕлете кай та ырçа тĕпĕнчи çăнăха пуçтарса килсе пĕр пĕчĕк йăва пĕçерсе пар-ха,— тет. Изамб. Т. Мĕтеçле тĕпле вылянă чухне малтан сахисене мĕтеçсем патĕнчен пурте пĕр енне ытаççĕ, камăн сахи мĕтеçсене çывăх, ул тĕп тăват (говорит: манăн тĕп!), ыттисем сахи вырăнĕсенчен мĕтеçсене переççĕ, миçе мĕтеç юлать, пурне те тĕп тăваканни илет. N. Олăм тĕп, остатки початого стога. Изван. Кайин-кайин кайи-ке, улах апач çитермер, çитересси çитерч те, çатма тĕпне çитерч. || Огарок. М. Сунчел. Çав çуртасем çуна çуна пĕтсен, вĕсен тĕпĕсене икерчĕпе чĕркесе, таткаласа хывнă çĕре пăрахаççĕ. || Окурок. Капк. Кулачăран (из белого хлеба) пирус тĕпĕ тухнă. || Центральный, основной. N. Тĕп Комитет, Центральный Комитет. Кан. Хĕрарăмсене çутта кăларасси пирĕн тĕп ĕç пулса тăрать. Эпир çур. çĕршыв 17. Пирĕн ялти халăхăн тĕп ĕçĕ тырă акса тăвас ĕç. Сборн. по мед. Пырне касса шăтарнă хыççăн вилсен, вăл каснипе вилмест, хăйĕн тĕп чирĕ пит йăвăррипе вилет. || Основание. Изамб. Т. Тĕпĕнчен выраканнисен ытларах та ларать. N. Усал суранпа пĕçĕм тĕпĕсем ыратса вут пек çунса тăраççĕ. || Причина, основание. N. Апла выçлăх тĕп мĕнтен пулнине шухăшласа илеймеççĕ. || Корни. Кĕвĕсем. Лартрăм тĕрлĕ йăвăçсем, тĕпĕсене сапрăм таса шыв. Баран. 55. Йывăç тĕпне (у корня) вут чĕрте пуçланă. К.-Кушки. Ялан улăх тăрăх çӳрес мар, ухлĕм ути тĕпне çĕртес мар. N. Кашни тĕпĕнче 2—3 хунав анчах пулать. || Коренной. СПВВ. Сред. Юм. Халь она Маççи теççĕ, тĕп ячĕ он Ваççа ятлă. Чăв.-к. Хапхаран тухрăм тайăлтăм, тĕп тантăшсенчен уйăрлтăм. || Коренник. Т. IV. Вара ăна тĕпне кӳлеççĕ. (Запрягают в корень). || Отцовский дом. Юрк. Тĕпе аслă ывăлĕпе чи кĕçĕн ачи Çумаркки анчах юлать. Собр. Ах аттеçĕм-аннеçĕм, эп килетĕп çак киле атте-анне тĕпне шыраса. Рак. Тĕпе карĕ. Пошел в дом, откуда выделился. Альш. Тĕпе Çтаппан ятли юлнă. Вил йăли. Пĕр-пĕр килĕрен уйăрăлса тухнисем малтан тĕп çурта кайса тĕпри вилнĕ çынсене хываççĕ. Бугур. Пирĕн аппана илекен тĕпрен мулĕ тапранĕ. || Место прежнего жительства. N. Тĕпрен килнĕ. || Родина. N. Пирĕн тĕрĕк çыннисенĕн чăн тĕпĕ, çуралнă çĕрĕ-шывĕсем чи малтан авалхи саманасенче Çипирте Алтай тăвĕ таврашĕнче пулнă. || Род. Ст. Чек. Чăвашсемпе тутарсем пĕр тĕпрен тухнă. || Внутри. N. Тĕпре ларса пыр, ехать, сидя внутри экипажа (не на козлах). Якейк. Пынă чохне вăл ямшăкра ларчĕ, эпĕ тĕпĕнче лартăм (внутри экипажа). N. Хăй ларчĕ тĕпне, а начар салтакне ларчăк çине. С. Айб. Тирпеленсе çитсессĕн, патша ывăлĕпе арăмĕ тĕпе кĕрсе ларчĕç, тет, таркăнĕ кучăр вырăнне ларчĕ, тет. || Полтава. 117. Шухăш тĕпне Мазепа путса ларнă пĕтĕмпе. || Куст. Альш. Акă хайхисем пĕр пысăк шĕшкĕ тĕпĕ патне çитрĕç тет те, шĕшкĕ тĕпне çĕклесе çавăн айне кĕрех кайрĕç, тет. Собр. Карта-карта килет хуркайăк, каять хăмăш тĕпне шыраса. N. Хура та çĕлен ача пуçлă, çӳрет-çке хăмăш тĕпĕнче. Сала 123. Кĕтĕм вăрман ăшшĕне, лартăм курăк тĕп çинче. || N. Вунă тĕп юман N. Йывăç: пĕр çĕр тĕп хăмла çырли, крыжовник тавăраш аллă тĕп. Толст. Икĕçĕр тĕпрен тăххăр анчах юлчĕ (яблони). N. Вăтăр тĕп кавăн. Альш. Хурлăхансем вĕсем пĕчĕкçĕ тĕпре ӳсеççĕ. Чув. календ. Çамрăк тĕпсене йăрансем туса лартаççĕ. || Ствол, комель дерева. Пазух. 22. † Вăрман хĕрри юманлăх, çинчен икел суйлар-и те, тĕпне юпа тăвар-и? Лашм. Улма йывăç тĕпĕ ай сап-сарă. Юрк. Чăршăсем хĕрри хурлăханлăх, тăрринчен хурлăхан татар-и, тĕпĕнчен чăпăк тăвар-и? Пазух. 22. † Ту питĕнче чиелĕх, çинчен чие суйлар-и те, тĕпне çатан авар-и? Собр. Чӳрече кутне хурăн лартрăм, тĕпшĕн мар, çулçишĕн. Микушк. Хăпартăм та çӳлĕ ту çине, лартăм кукăр хурăн тĕпĕ çине. Юрк. Çӳлĕ ту çинче виçĕ хурăн, тăррисене кассан тĕпĕ ӳсет. || Стебель. N. Пĕр пĕрчĕ акса пин пĕрчĕ илмелле пултăр, тĕпĕ хăмăш пек пултăр, тăрри чакан пек пултăр. К.-Кушки. Тĕпне хăмăш пек, тăррине чакан пек ту. Н. Байгул. Хумăш тĕпĕ шывлансан пирĕн макрасси çавăнтан паллă. Пазух. 22. † Парлак çинче çырлалăх, çинчен çырла суйлар-и те, тĕпне утă тăвар-и? || Пень. Кĕвĕсем. Лартăм хурăн тĕп çине хурăн çырли пиçиччен. Альш. Хура-хура кăткăсем хурама тĕпне сырса илнĕ. || Подошва. К.-Кушки. Ха, ачу çăпатине тĕпĕнчен сырасшăн (хочет надеть лапти вверх подошвами). Тим. Шурă рамановски кăçатă тăхăнас çук, тăхăнсан та тĕпне тивертес çук. || Панклеи. Шу орлă каçнă чох пуç çине ĕçлĕк тĕпне хорса каç (платок с навороженным). Сятра. Усал укçа илсе тухрĕ, тет те, ĕçлĕк ăшне ярчĕ, тет те, тĕпĕ те çĕтмерĕ, тет (тĕпне сарăлмарĕ). || Якейк. Пире коккăль памасан, кăмаки тĕп çыпăçтăр. || С. Алг. Юпа тĕпне (на кладбище) укçа яратчĕç тăванĕсем, пĕр пус параканĕ çĕр тенкĕ паратăп, тетчĕ. N. Юпи тĕпне пĕр пус укçа алтса хăвараççĕ. || Кильд. Хапхăр тĕпне шăлмастăр, курăк шăтса тухас пек (готова вырасти). К.-Кушки. Ан пыр, каччă, хапха тĕпне, хăма ӳкĕ пуç çине.

тĕпĕ-йĕррипе

то же, что тĕпĕ-йĕрĕпе. БАБ. Эпĕ мĕн калаçнине тĕпĕ-йĕррнпех пĕлейместĕп. N. Хăйсен чĕлхипе тĕпĕ-йĕррипе каласа кăтартнă.

тĕплĕ

с дном. N. Сарлака тĕплĕ кимĕ. || Со стволом. N. Куккăр кăна тĕплĕ шур хурăн. Завражн. Тĕплĕ йĕм, штаны без разреза. || Обстоятельно. Бес. чув. 4. Вăл Коран вулама пултарнă, тутарла кĕлĕсем пĕлнĕ, анчах Микулая хирĕç тĕплех калайман. || Сохранный, надежный. Сред. Юм. Пит тĕплĕ çĕре пытарса хотăм, никам та шыраса топас çок. Янш.-Норв. Киле пырсан (отец жениха после çураçни), парнине пурне те кăтартать те, питĕ тĕплĕ çĕре пуçтарса хурать. Рукоп. календ. Çыру тĕплĕ пултăр тесен, заказной çыру ярас пулать. || Осмотрительный, предусмотрительный, заботливый. Paas. Б. Олг. Ах тĕплĕ ку (ăслă çын)! Изамб. Т. Тĕплĕ çын, аккуратный. Чăв. й. пур. 11. Тĕплĕ пул, чипер йĕркелĕ пул. Четыре пути. Манăн арăм ăнчĕ: харсăр тĕплĕ пулчĕ. Чăв. й. пур. 29. Çав арăм пит тĕплĕ ăслă çынах пулман. || Надежно, твердо, крепко, аккуратно. Ст. Чек. N. Тĕплĕ тăраççĕ (крепко). Календ. 1904. Пурне те тĕплĕ тăвать, пурлăхне те пит тĕплĕ тытать. Орау. Ытла васкаса тăвать вăл япалисене, çавăнпа тĕплех пулмаççĕ ун япалисем. || Основательно, подробно, точно. N. Ача çинчен тĕплĕрех пĕлĕр. N. Тĕплĕ пĕлмен пирки. N. Тĕплĕрех ыйтса пĕл. Чăв. й. пур. 6. Çавна вара епле пулнине килсе тĕплĕ ыйтса пĕлчĕç (дознание). N. Итлекен те, вулакан та тĕплех пĕлмест хыпарне. || В сохранности, в целости. N. Тĕплĕ усра. || Надежное место. Урож. год. Укçи выртать тĕплĕре, йăсран тунă арчара. || N. Эпĕ чăнтан тĕплĕ ывăл, пурте мана тивĕçлĕ.

тĕппи-йĕркипе

подробно, по-порядку. Эльбарус. Эпĕ вара тĕппи-йĕркипе каласа кăтартрăм.

тĕппипе

до дна. Кив-Ял. Пачĕç эрех куркапа, астивсе пăх терĕçĕ, савни каялла килсессĕн, тĕппипе ĕçĕттĕм терĕм. Изванк. Тĕппипе ĕçсе яричченех. Юрк. Çук, умлă-хыçлă пĕр канмасăр пĕр-ик тапхăр тĕппипе ĕçнĕ хыççăн, пăртак çăкăр татăкĕ çисе пăхмасан, виççĕмĕшне эпĕ ниепле те ĕçейместĕп, тет. Якейк. Ытла тĕппипех ĕçес мар, хамăра намăс кӳрес мар. || До основания, совершенно. N. Эпир вĕсене тĕппипех пĕтерĕпĕр тесе каларĕ. || Подробно. КС. Ни пушарĕ çинчен çырман, ни ху хăрани çинчен тĕппиперех çырман. || Точно. N. Çапла ĕнтĕ вăрçă пулассине халĕ никам та тĕппипе пĕлеймест.

тĕпсĕр

бездонный. Н. Лебеж. улăхрăм çӳлĕ ту çине, пăхрăм тĕпсĕр тарăна. Хора-к. Вăл пулнă, ку пулнă, апла-капла никĕшĕ те пулман, тĕпсĕр питсĕр хуплă пулнă. Шурăм-п. Эпĕ сан амуна тĕпсĕр хутаç тыттарам-и, серте татма çул кăтартса хам ярам-и? Эп аçуна тĕпсĕр кĕлĕнче тыттарам-и, хупах çулне хам кăтартса хам ярам-и? Сред. Юм. Тĕпсĕр пăталккана ятăм (съел). Чураль-к. Тĕпсĕр катка аш тулли. (çĕрĕ). N. Тинĕс тĕпне сикиччен, тĕпсĕр çырмана сикем, тет. Эпир çур. çĕршыв 27. Хăш-хăш кӳлĕсене тĕпсĕр кӳлĕсем теççĕ. || Без основания. Собр. Тĕпсĕр капан айĕнчен утă туртăп. (Кăнчала арлани). || Неэкономный, нехозяйственный. N. Тĕпсĕр çынпа ĕрет çук. Сред. Юм. Тĕпсĕр япалана пуçтарса ôсрамас. Чăв. й. пур. 10°. Тĕпсĕр çынна тĕмен çитмен. || Неосновательно. СПВВ. Тĕплĕ тăвас, тĕпсĕр тăвас. || N. Йăхсăр, тĕпсĕр çын, безродныЙ. || Очень. Питушк. Кăçал тĕпсĕр нумай шыв толнă.

тĕп чăваш

чуваш(и) - старожил(ы). Н. Троицкое. || Коренные чуваши. Шаймурз. Атте-анне те манăн, эпĕ те хам тĕп чăваш.

тĕпел коккăр

передний угол избы перед печкой. Сĕт-к. Тĕпел коккăрах кĕрсе ларчĕ. Якейк. Тĕпел коккăрĕнче (около печки). Алик. Ай кинçĕм, ай кинçĕм, пирĕн пата пырсассăн, алăк патĕнче ал арман, тĕпел кукринче çил арман. ЙФН. Алăк патĕнче ларакан алтăр авăри шыракан, тĕпел куккăринче ларакан çатма тĕпĕ çулакан. Б. Илгыши. Пирĕн кинеми пит куннĕ тĕпел кукăринче çил арман, алăк патĕнче ал арман, ун хушшинче эпĕ тăнă. (Туй арăмĕ юрри). Çатра-Марка. Апай пенчи ачаша тĕпел кокрине хварсаттăмччĕ, килетĕп-килетĕп — парса ямаççĕ. См. кукăр.

тĕпел сыпăк

передняя часть избы. Чув. Сорм. Кунтан эпир кайсассăн, тĕпел сыпăк пушă юлмĕ-ши? См. сыпăк. Тĕпел çынни, так называют женщину, как стряпуху. Ст. Чек. N. Хĕрарăма тĕпел çынни теççĕ, вăл тĕпелте яшка-çăкăр пĕçернĕрен. N. Эпĕ, тĕпел çынни, ăçта кайăп, ахаль те хĕрарăмран та хам кăна килте. N. Пĕр пĕчĕкçĕ кăна тĕпел çынни илсе ятăмăр халь.

тĕр

должно быть, наверное, возможно, пожалуй. А.-п. й. 80. Пĕрре вăл шухăша каят: „Эпĕ вĕт нихăçан та пăрçа акса курман, çавăнпа манăн тырă пулмасть-тĕр“,— тесе шухăшлать. Юрк. Паçăр мĕскерлескер-тĕр, пысăк кăна хĕрлĕ сухаллă çын чăматан йăтса тухнине курсаттăм. Менча Ч. Пуяннисем укçа хураççĕ, чухăннисем арçын ача пулсан, е пиçиххи хураççĕ, е шур тӳме-тĕр мĕн-тĕр хураççĕ (ребенку на зубок). СЧЧ. Епле йĕркепе чӳклеççĕ-тĕр, эпĕ ăна пĕлейместĕп. Юрк. Кĕлет те пачĕ-тĕр? — Пачĕ, тет.— Вите те пачĕ-тĕр? – Вите те пачĕ, тет. Расск. Эсир сăнакансем-тĕр, тенĕ.

тĕрĕлтеттер

понуд. ф. от гл. тĕрĕлтет. Юрк. Исправник яла пырса кĕрсен, урам тăрăх тĕрĕлтеттерсе пырат. N. Çапла вĕсем калаçса тăнă çĕртех кайăкçăсем йытăсемпе тĕрĕлтеттерсе те çитнĕ. Хурамал. Выльăхсене хиртен тĕрĕлтеттерсе хуса кил (= шеп хăваласа кил). Ib. Ачасем выляма кайнă пулсан калаççĕ: эпĕ вĕсене тĕрĕлтеттерсе килем-ха! теççĕ (= хăваласа). || СПВВ. ИФ. Тĕрĕлтеттерес = вутта кăмакара пит вăйлă (ялкăштарса) çунтарас. N. Вăсем вутта иит тĕрĕлтеттереççĕ, теççĕ. Тата выльăхсене тĕрĕлтеттерсе кайăрĕçĕ, теççĕ: пит хăвăрт хăвалани.

тĕрĕс

правый, правильный, истинный, верный. N. Сирĕн сăмахсем пире тĕрĕс пек туйăнаççĕ. Чăв. й. пур. 6. Унтан вара старăстанăн тĕрĕс пулнă (оказался правым). Полтава 38. Тĕрĕс алла хĕç тытса, пĕрре кассах ĕç тăвас. || Целый, сохранный. КС. Эпир халь пурте тĕрĕс пурăнатпăр (все целы и здоровы). N. Халĕ чипер куç-пуç тĕрĕс чухне çырас, тет. || В целости, в сохранности. N. Çурт тĕрĕс тăрать-и? Тĕрĕс тăрать. В целости. N. Ял йышсем пурте тĕрĕс пурнаççĕ. КС. Эпир халь пурте тĕрĕс пурнатпăр. БАБ. Çак выльăхсем инче çула кайсан, унтан тĕрĕс таврăнма пар. Пшкрт. Шатак тĕрĕс порнатăр-и? Живы ли. Ib. Сорăксам тĕрĕс-и? Целы ли? Б. Олг. Вольăх та килте, шăпах, тĕп-тĕрĕсех порăнатпăр. || Нормальный, здоровый. Шурăм-п. Çыннисем пĕри те тĕрĕс пулман: пĕри кукша, тепĕри кĕçĕллĕ, тата тепĕри сăмса юха пулнă. N. Манăн алă-орасем тĕрĕсех. О сохр. здор. Çакăнта мĕн каланине пурне те лайăхрах ăнласа илсе, кирĕк хăçан та тĕрĕс туса тăма тăрăшас пулать. || Правильно, верно. Сунт. Çапла çав, çапла! Эсĕ калани тĕрĕс питĕ. СТИК. Эй тĕрĕс! Верно, верно, я ошибся. Яжушк. Халь укçу тĕрĕсех (в должном количестве, верно по счету). Кан. Склатран тĕрĕс мар çĕре кăларса янă чăптасене тĕрĕс вырăна кайнă, тесе, çырса хӳнă. СПВВ. Ку ĕç сăмах çинче тĕрĕс тăмалла пултăр. Изванк. Çав кукша майра çĕр тавраш тума пит тĕрĕс пĕлет. Янш.-Норв. Вăл старике пирĕн ялсем пур чӳк кĕллисене те питĕ тĕрĕс пĕлсе тăрат, тетчĕç. N. Эсĕ кăларнă йăлана пурне те тĕрĕс туса тытса тăратпăр. Изамб. Т. Укçа тавăрса парсассăн, тĕрĕс патăм, теççĕ. || В четном количестве. Ст. Чек. Тĕрĕс çимеççĕ (хур вăрри): тĕрĕс çисессĕн пурăнмасть. || Налицо. Яргуньк. Карчăк лашасам килнĕ çĕре алăка тухса сăвать, тет, пурте тĕрĕс, тет. || Ровно, точно. Собр. Тĕрĕс çĕррĕн килтĕмĕр, çĕр те пĕррĕн каятпăр. ПТТ. Вăл тĕрĕс хĕрĕх витре яни мĕне те пулин пĕлтерет пулĕ. ЧП. Эпĕ хам савнине курманнн тĕрĕс уйăх тулать ирхине. || Правда. || Здоровье. N. Сире турă тĕрĕсне патăр, тесе çырнă.

тĕрĕс-тĕкел

исправный, сохранный, целый; исправно, в целости. Изамб. Т. Эсĕ пулăшнипе эпĕ тĕрĕс-тĕкел кайса килтĕм (сходил благополучно). СПВВ. Тĕрĕс-тĕкел тăратпăр. Изамб. Т. Хĕр ратнисем хĕрĕн ашшĕ-амăш патне кĕрсе: тĕрĕс-тĕкел тавăрăнтăмăр, теççĕ. СПВВ. ГЕ. Мĕн пур япаласенчен тĕрĕс пулсан, тĕрĕс-тĕкел теççĕ, Якейк. Выльăхне-чĕрлĕхне, ачине-пăчине, торă, тĕрĕс-тĕкел осра. (Моленье). Т. VI. 26. Выльăх-чĕрлĕхрен пур таврашне тĕрĕс-тĕкел усра. (Из моленья). N. Выльăх-чĕрлĕхе тĕрĕс-тĕкел тăрат, ача-пăчана тĕрĕс-тĕкел пăхса тăр. (Из моленья чӳк). Изванк. Вилнĕ çынсем, есир чăх-чĕппе лайăх пăхса тĕрĕс-тĕкел усрăр. (Из моленья). К.-Кушки. Виçĕ хут пуççапса кĕл тунă, мĕн пур çемешĕн, выльăх-чĕрлĕхшĕн, кил-çуртпа тĕрĕс-тĕкел тăмала пултăр, тесе.

тĕрт

толкать. Четырлы. Лаши тĕртсен кайса ӳкмелле. А.-п. й. 77. Пĕр йăвăç тĕмĕ айне пысăк шăтăк алтрĕ те арчана тĕртсе йăвантарса ячĕ. И. Тукт. Ну, ну, ут малалла! — чăртмаххăн аяккинчен чышкипеле тĕртрĕ конвоир Ульянана. N. Пăшала тăсса ятăм та, пуçне тĕртсе пенĕ пек кĕрслеттерсе персе ятăм, пуля тивнине куратăп, анчах вĕлермерĕ. N. Çăвара тĕртсе кăтартатпăр, вара тин пĕлеççĕ. N. Тĕртнĕ тĕртменех уçлаççĕ. || Ткнуть. N. Сăмах хыççăн сăмах çине пурнисемпе тĕртсе пырса вула-вула кăтартать. N. Макçăма хам пулсан тутине тĕртсе кататтăм. || Трогать. К.-Кушки. Эпĕ ăна пӳрнепе тĕртрĕм. Я тронул его пальцем. N. Пĕр-пĕр çын пурнипе тĕртсе кăтартнипех суйлама юрамасть. Тогаево. Асатте, асатте, эпир атă пăрипе тĕртнине хăмкла çыртни вырне анчах хорать, тет. Сред. Юм. Куçран тĕртсен те кормас. До того темно, хоть глаза выколи. || Черкнуть. Изамб. Т. Юрĕ. Эсир çапах кĕнекере тĕртсе хурăр (черкните, чтобы не забыть). || Направлять. Юрк. Вĕсем сылтăм енчен сулахай енне тĕртсе çырса пыраççĕ. || Говорить намеками. СТИК. Сăмахпа тĕртме пит ăста. (Намекать на недостаток, указывать на вину). || Иронизировать над кем-либо. Ст. Чек. Епле ку пире тĕртсе калаçать. Ачач 50. Вăл паян, сирĕн ята асăнса, темскер тĕртсе каларĕ. Ib. 45. Юри такама тĕртсе, тăрăхларĕ. || Внушить. СТИК. Кам тĕртрĕ-ши мана çав ĕçе тума. Ib. Кам тĕртрĕ-ши мана çавăнпа çыхланма. Черт меня дернул. || Подводить. Сл. Кузьм. 99. Ялти çынсем вăрттăн тĕртме тăрăшĕç, числама та пăрахĕç.

тĕртсе яр

оттолкнуть, столкнуть, свалить. N. Вара ăна тĕртсе ярса ӳкереççĕ те, пусса тăрса ниçталла та тапаланма памаççĕ. К.-Кушки. Эс шертепе тĕртсе яр, эпĕ хӳрине тытса пырăп. Ты отталкивайся шестом, а я буду править. N. Кимĕ çине кĕрсе лартăм та, кимме çырантан шуччăпа тĕртсе ятăм. N. Хама çтенаран тĕртсе ятăм. Я оттолкнулся от стены. К.-Кушки. Кушак çурисем пĕр-пĕрне тĕртсе ярса (е: тĕрте-тĕрте ярса) амĕш патне пыраççĕ. Котята лезут к кошке, отталкивая один другого.

тĕрт

ткать. N. Тăххăр хĕçĕпе тĕртнĕ пирĕн анĕ аслă, касасси-пӳкесси час пулмасть. N. Тĕртсе кăлартăм, тухрăм, пĕтертĕм. N. Эпĕ урампа пынă чух, хĕрсем улача тĕртетчĕç. Никит. Пир тĕртсе кăларса вĕçне каснă тĕле пулсассăн, вилетĕн, тетчĕç ват карчăксем.

тĕр-тер

с испугу врассыпную. Якейк. Сорăхсам йăтăран хăрарĕç те тĕр-тер чопса карĕç. || Сред. Юм. Паçăр тĕр-тер вăхчинче астуман та эпĕ эс поррине (во время суматохи).

тĕслĕ

различный. N. Куркасене сăрлама вуник тĕслĕ сăр кирлĕ. Ильмово. Пур-пур тĕслĕ шăрçам пурте пур, ылттăн тĕсли анчах çук. Юрк. Кӳр укçăна! Эпĕ сана çӳреннине те, кăваккине те илсе парăп. Епле тĕсли кирлĕ, ун пеккине шыраса тупса илсе парăп. || Похожий цветом (видом) на... ЧП. Мăк тĕслĕ. Богдашк. Йăлтăр тĕслĕ шăрçана çипе тирни мĕн илем. О сохр. здор. Хăш чухне çан-çурăма пĕтĕмпе пăхăр тĕслĕ вĕтĕ шатра тухать (сыпь). Якейк. Мара тĕслĕ хĕр кирлĕ. Регули 1259. Манăн тĕслĕ ку япала. Образцы. 79. † Хуçа тĕслĕ аттене хăта туса лартрăмăр. Пике тĕслĕ аннене тăхлачă туса лартрăмăр. || Тим. Тĕслĕ шăрçасем пурте пур (целы), ахах шăрçам анчах çук. N. Халĕ конта пор тĕслинченех хаçет волаççĕ. || N. Тĕттĕм пуличчен ачасем темиçе тĕслĕ те вылярĕç. СТИК. Çитмĕл çичĕ тĕслĕ. || Лад. ГФФ. † Кăçал пирн çинчен ят тохни, отмăл тĕслĕ кăларчĕç, çитмĕл çĕре çитерчĕç. Много нынче про нас судачили – на шестьдесят ладов выдумали, на семидесяти местах расславили.

тĕслĕ-тĕслĕ

разнообразный. Пазух. 7. † Эпĕ кайрăм пасара тĕслĕ-тĕслĕ çип илме. Сĕт-к. Тĕслĕ-тĕслĕ порçăн хăю пор. Регули 880. Тĕслĕ-тĕслĕ япала выртать. Б. Олг. Каран вара çа çĕре виç çол аксан каллях пăрахрĕç, ыраш актарчĕç, тĕслĕ-тĕслĕ тырă актарчĕç, паранкă ларттарчĕç.

тĕсе

указывать. Изамб. Т. Хăй пуян та мар, хăй ялан çыннăн арăмне тĕсесе: эпĕ ун пек арăм илес çине авланмастăп та, тетчĕ. || Замечать, примечать, намечать. Изамб. Т. Вăрăсем çав лашана ĕлĕкех тĕсесе (в Питушк. антаса) тăнă (наметили). Сред. Юм. Хăй кам хĕрне тĕсенĕ, çавăн хĕрне хăтана кайтăр. Чертаг. Тĕсемен, не заметил. Сред. Юм. Паян пасарта пĕр çынна халь те пит тĕсесе пăхрăм та, аякра та, такки паллаймарăм.

тĕсĕ

так и надо! СТИК. Баран. 22. Тĕсĕ сана, кăвакарчăн, ӳлĕмрен çын инкекĕнчен ан кул. Ашшĕ-амăшне. Эпĕ Лисахвие аслă кăмăлĕшĕн йĕртсе хур турăм, хам аслă кăмăллă пулса тăнине пĕлмен. Тĕсĕ çав мана (поделом мне), тенĕ Кĕркурийĕ. Баран. 25. Тĕсĕ сана, шӳкке! Ст. Чек. Тĕсĕрех кирлĕ ăна. Так ему и сделует. Ib. Тĕсĕрех пама кирлĕ ăна. Так и надо его откодотить.

тĕтĕм сӳнтер

заставить вымереть, N. Кайран ман çемьене пĕтерме шухăшларĕ пулмалла: тĕтĕм сӳнтересшĕн пулĕ. ТХКА. Эпĕ ватă çын, мана вилсен те юрат; тĕтĕм ан сӳнтĕрччĕ. Якейк. Ман киле тĕтĕм ан сунтерĕр (= ман киле ан салатăр).

тĕттĕм

темный. Образци З9. † Кĕркуннехи çĕрсем тĕттĕм çĕр, уйăхĕ пулмин те çăлтăрсем пур. О сохр. здор. Чаршав айĕнче тĕттĕмине те тĕттĕм, сывлăш та аван мар. Орау. Тĕттĕм çĕртен тухрăм та, куçăм-пуçăм пĕтĕмпех алчăрхаса карĕ. Ала 56°. Хам йăри-тавра пăхрăм, никам та курăнмасть, мĕшĕн тесен çĕр тĕттĕмччĕ, кăнтăрла пусан çапах таçта каймаллине чухлăттăм. Сред. Юм. Тĕттĕм çанталăк, солнечное затмение. Ib. Çав числара тĕттĕм çанталăк полать, тет. || Тьма, темнота. N. Вăл ирхи тĕттĕмпе тăрса каçхи тĕттĕмпе анчах таврăнать. N. Тĕттĕммипе шурсене кĕрсе ӳкетпĕр. Юрк. Çав вăхăтра стутенчĕ хăй ăнсăртран ăйăхĕнчен вăранса кайсан, ку çапла хăй тумтирийĕн кĕсйине чике-чике шыранине сиссе: эсĕ унта тĕттĕм çĕрте мĕн шыратăн (тет), эпĕ кăнтăрла, çутă чухне шыраса та унта нимĕн те тупаймастăп, тет, вăрринчен кулса. Ск. и пред. чув. 61. Тĕттĕм пирки палламастăп. N. Каç тĕттĕм çапрĕ, сас-хора çок, Сала 94. Каç тĕттĕмсем пулса ай килет-çке, пире кайма вăхăтсем çитет-çке. Етрух. Çав мĕн тĕттĕм çĕрĕ-çĕрĕпех тасатать. КВИ. Тĕттĕм çĕрте çухалчĕç. || В переносном значении, темный. N. Кил хуçи пуян çын та пит тĕттĕм çын иккен.

тĕшмĕшлен

быть мнительным. Тюрл. Ман çинчен ан тĕшмĕшлен, ман çине ан шокшла (я этого не делал). N. Тĕшмĕшлениччен тĕшмĕшленменни луччă лайăх. (Тĕшмĕшленекен) сăра тунă чох ваттисене асăнать; сотнă-илнĕ кон тиркет; çӳç каснă чох кон тиркет. || Сомневаться. Сред. Юм. Эпĕ шанмастăп он пик çынна, пит тĕшмĕшленетĕп, ним те туса хăварĕ олă. || Становиться суеверным. Капк. Ма тĕшмĕшленен! Ху турăсăрсен союсĕн членĕнче тăратăн!

трук

сразу, одновременно, вдруг. N. Унăн труках нумай ылттăн илесси килнĕ. N. Çил трук чарăнчĕ. Ветер прекратился сразу. Слакбаш. Труках икĕ каклиш кăтартрĕ. Чув. прим. о пог. 302. Хĕл трук пулсан, Атăл та трук ларсан, тырă пулать, çул лайăх килет. Если зима наступит сразу, и Волга сразу встанет, хлеб уродится, год будет хороший. Чем люди живы. Ăçтан тухаççĕ сăмахĕсем, икшер-виçшер сăмахăн трук калать. Якейк. Ача макăрч-макăрч те, трук чарăнчĕ (вдруг перестал плакать). СТИК. Атьăр вырар-и ĕнтĕ? — Труках ăста вырас тен-ха, кăш типтĕр. Синьял. Тимĕр туя пур тесе, труках сĕре ан çапăр. N. Палланă çын труках çавăнта пулмасан, епле тăвăн вара? – тетĕп. N. Ку юрра эпĕ 1884-мĕш çулта Йăлăмкассинче пĕр 15—20 ача трук (пĕрле) юрланине илтнĕ. || Неожиданно. ЧС. Трук çиçĕм ялтăр туса çиçрĕ. || Время. N. Тăват хут (письма) пĕр трукра илтĕм. Якейк. Вăсам порте пирĕн пата пĕр трук похăнчĕç (все в одно время).

трукăн

(т̚ругы̆н), сразу. Орау. Трукăнах çавăрса калимастăп эпĕ сăмаха.

чав

рыть, копать. Шел. II. 63. Вăл чулсен патĕнчи çĕре сысна чавнă пек чавса пĕтернĕ. Сред. Юм. Тараса чавса пĕтерсен он ăшне пыра яраççĕ. Янтик. Тукассенĕн пуссисем тарăн-ши çав, ăшăк-ши? Тарăн пулсан ăсчăрах, ăшăк пулсан чавчăрах. П. У. Çĕр чавакан, землекоп. N. Çапла вĕсем ял тавра алтса çавăрнаççĕ. Алтса çаврăнсан, вĕсем çĕре чавса шăтараççĕ, икĕ пуçне те этем тухса кĕрсе çӳремешкĕн шăтăк тăваççĕ. Якейк. Вăй патăр! Мĕн эсĕр картара конĕн-çĕрĕн чаватăр? Ib. Сысна анкарне кĕнĕ те, пĕтĕмпех чавса тохнă. || Ковырять. Орау. Чава ларать. Только и занят ковыряньем. || Ковырнуть. Трхбл. Питне чавса илнĕ. Лицо сковырнул. || Царапать. Якейк. Йăвана Кĕркори пĕтĕмпех чавса пĕтернĕ, пичĕ-куçĕ чĕп-чĕр йон. || Оцарапать. Орау. Эп ăйăх тĕшшипе алла чавнă кĕçĕр (е: чавса янă). N. Автан тухать те (вылез и), улпутăн хăрах куçне чавса кăларать илет. Альш. Кушак шăши тесе, кашкăрăн куçне чават илет (вцепилась). Букв. 1908. Кушак Хураçкана куçĕнчен чавса илчĕ. Курм. Кошак чавтăр чĕччине. || Теребить, чесать (шерсть и пр.). Сред. Юм. Таптарман çăма алпа чавса кĕнчеле туса çыхса арлаççĕ. (Пĕчиккĕн-пĕчиккĕн алпа тортса майлассине чавас теççĕ). Якейк. Сӳс шăртласа пĕтерсен çăн чаваççĕ. Ib. Тăпкаран чавса кăнчала турăм. Ib. Арлама лайăх пултăр тесе тăпкапа чаваççĕ. Кан. Тылласа тӳ, шăртла, чавса арла. КС. Сӳс чаваççĕ (руками выбирают тĕввисене). || Якейк. Каранхи сарăма çапса тухсан ик хĕрарăм олăма чăркама лайăх полтăр тесе креплепе чаваççĕ (приводят в порядок). || Шевырять. КС. Чăхсам кăшăла (ворох) йăлт чавса салатнă. Сала 117. Пĕчĕккĕ лаша тур лаша, супне тулли сĕлĕ ытат, супне тулли памасан, чавса тăкăп тиет. || Долбить. Изамб. Т. Çăнăх хумашкăн эпĕ такана чаврăм. Собр. Алăсăр урасăр курка чавать. (Тумла юхни). || Ир. Сывл. 2З. Чавса кăна пыратпăр (по реке). || Орау. Ой-яй кĕслене лайăх калать, чавать кăна (ловко играет). || СТИК. Кăш чаврăм-ха кунтан. От него я немного поживился.

чавалан

копаться. Янтик. Старик пахчара чаваланать (копается). Актай. Пĕр автан вăрмана карĕ, тет. Пĕр юман кутне çитрĕ тет те, юман кутăнче чаваланать, тет. N. Юшкăн айне чаваланса кĕрсе выртаççĕ. Шел. 73. Тусан çинче чăх чаваланнă пек чакаланаççĕ. || Ослабы. Эпĕ чаваланатăп, чаваланатăп шывран тухасшăн, нимпе те тухаймастăп. Б. Илгыши. Тилĕ патак тăрăх чаваланса тухрĕ. || Придираться. СТИК. Пит чаваланса каять (при споре поминает старое).

чаклаттар

понуд. ф. от гл. чаклат. КС. Пирĕн ĕнен пĕре кучĕ хуртланнăччĕ, эпĕр хурчĕсене йĕппе чаклаттарса тăрăнтарса тасатрăмăр. || КС. Эпĕ ĕлĕк акка мăйăр хутаççине шалчапа чаклаттартăм (чак тăрăнтартăм, моментально продырявил). || Щелкать (языком). Paas.

чалăштар

сделать косым. Ст. Чек. N. Хăвисене тĕпне йăрана пăрахан, тăррине йăран аяккине чалăштарса пăрахан. Изамб. Т. Эпĕ аттăн кĕлине час чалăштаратăп (стаптываю).

чалт

подр. быстроте. N. Шăрпăкĕ чалт тивсе кайрĕ. Ядр. Чалт сиксе тăчĕ (ут). || Подр. быстрому скачку. Орау. Каялла чалт! сиксе ӳкет. Быстро отскакивает назад. КС. Эпĕ канав урлă чалт сиксе каçса карăм. || N. Хам эпĕ шывран тухас тесе чалт-чалт сикетĕп. || М.-Яуши. Старик шак шаккарĕ, тет те, армана, арман чалт! çурăлса карĕ, тет. N. Чĕнтерлĕ кĕпер чалт тумĕ, таканлă ут каçса пĕтмесĕр. || Сред. Юм. Шыв чалт сирпĕнчĕ те, куçа кĕрех кайрĕ. || Подр. плеванию. Кайк. Чалăш çурă умнелле чалт! сурчĕ. || СТИК. Тимĕрçĕ лаççинче тимĕр млатуксемпе чалт! чалт! тутараççĕ (удар молотка по наковальне). || Сред. Юм. Çăмăр хыççăн пĕчик ачасĕм корăк çинчен чупса çӳренĕ чохне орисĕм айĕнчен шыв чалт! чалт! сирпĕнет. Ib. Çăмăр çуса чарăнсанах пĕчик ачасĕм шывлă корăк çинчен чупаççĕ те, ори айĕнчеи шыв чалт! чалт! сирпĕнсе пырать. || Подр. удару по лицу. Изамб. Т. Пит-çăмартинчен чалт! тутарса çапаççĕ. По лицу бьют с резким звуком. Орау. Пĕрре чалт! тутарчĕ (= çупса ячĕ).

чанкăртаттар

понуд. ф, от гл. чанкăртат. КС. Касмăкри йытă сăнчăрне чанкăртаттарать. N. Четвĕрт кĕленчине чанкартаттартăм эпĕ (разбил).

Чапăрлă

назв. местности. Альш. Сăртне темĕншĕн каланă ăна Чапăрлă тесе. Ахăр чапăр курăкĕ ӳснĕрен каланă-тăр. || Назв. киремети. N. Чапăрлă — киремет вырăнĕ Чапăрла айĕнче. Вăл Чапăрлă айĕ пиртен 8 çухрăм. Ĕлĕкрех эпĕ астăвасса, унта Тăхăр ял пухăнса учук тăватчĕç. N. Пурччав вырăс Чапăрла вир акнă. К.-Кушки. Чапăрлăра выртса каян ырăсем.

чарал

разгибаться. Шарбаш. Хорачка. Чарăлса кайса, разогнулась (о дуге). Тюрл. Пĕкĕ чарăлса карĕ, пăркăçлас полать. Малт. шк. вĕр. фиç. 109. Лампă трупине çаврашка çывăхĕнчен аяккалла илсен, çулçăсем каллех малтанхи пек чарăлса тăракан пулаççĕ. || Поскользнуться. N. Ура чарăлса кайрĕ те, эпĕ ӳкрĕм.

чар

остановить, задержать. А.-п. й. 85. „Чар, Иван, салтаксене, нимĕскер те тумастпăр сана“. Анчах Иван салтаксене юриех чармарĕ, тет. Ib. 71. Хай хуçа кашкăр тĕлне çитет те, ямшăкне лашисене чарма хушать. Ib. 19. Никам килесрен те хăрамасть пăшаллă этем, çавăнпа та йыттине нихăçан та вĕрме чармасть. Собр. Тухнă чухне кинин (у молодушки) урине виçĕ хутчен тытса чараççĕ. Регули 85. Эп паян каясса вăл кисе чарчĕ. N. Ку упа тусăн ĕçне пĕрене кăна чарса тăрать. Юрк. Чăвашĕ те хăне çапла чыкан арăмĕ аркинчен тытса чарнине курсан: сана мĕн кирлĕ, тесе чăвашла ыйтса пĕлет. Кĕвĕсем. Çĕр сумлăх хĕр илсессĕн, тытса чарма вăйăр çук. И. Тукт. Лаша аяккалла сиксе ӳкрĕ, анчах старик ăна çавăнтах тилхепинчен туртса чарчĕ. || Ставить (лошадей). Альш. Унта ытти тырă тиесе пынă çынсемпе пĕр тĕлелле чараççĕ лашисене. Изамб. Т. Лашине анин аял пуçне чарчĕçĕ. Поставили лошадь на нижнем конце загона. || Мешать. Букв. Чĕмпĕре çитсен анса çуртсене пăхса пыма чарĕ тесе, эпĕ çыхтармарăм. Юрк. Чĕмпĕре куçнăранпа нимĕн япала çырман халĕ, те масар тытăнаймастăп, паллă килте ача-пăчасем те чараççĕ. N. Сире укçа чарать-им? N. Мана çыру çырас тĕлĕшĕнчен чарас япала та пулман. Кн. для чт. 31. Карташĕнчи курăк çинче япала кустарсан та чараканĕ çук. Кама 8. Пирĕн чĕлхе çук-им? Ма чаран калаçма. || Унимать. Юрк. Кĕсем çапла çапăçнине тепĕр çын курсан, вĕсем патне чупса пырса тытăнать вĕсене чарма: пĕрне те, тепĕрне те çапма ирĕк памаст. ГФФ. † Качаки тохрĕ чармашкĕн. А коза ее (собаку) унимает. || Запрещать, воспрещать. N. Апла пулсан та, лашасене кантарарах тытма шухăшламаççĕ. Кирлĕ-кирлĕ мар ĕçсемшĕнех ăçта килчĕ унта хăвалаççĕ. Кун пирки Андроновпа сăмах хускатсан вăл тӳрех: „Эпĕ чараймастăп!..“ — тесе ответлет. N. Çын чĕлхине чарас çок. Ст. Шаймурз. Çав вăрмана каснăшăн никама та чармастчĕç. N. Курăк-çаран чарса (когда запретили пускать скот на луга) икĕ эрнерен килсе пăхнă чухне питĕ лайăх, тикĕс, çăра ӳсетчĕ. Эльбарус. Ун чохне çарансене чарман, анчах чарасси патне çитсе пынăччĕ. N. Эрехрен, сăраран чарса та чарăнмастпăр. || Прекратить. Ой-к. Ман пата пĕр вилнĕ çын килет те, çавна темле чарас килессе, тенĕ. || Отказать. Букв. 1904. Вăл хăйĕнчен япала ыйтакана пĕртте чарман, çук çынсене пит пулăшнă. || Защищать. О сохр. здор. Тата вĕсем (деревья) вут-кăвартан та пăртак чараççĕ. Ib. Сивĕпе пăсăлас мар тесен, çуркунне çăпата та тăхăнас пулмасть, вăл нихçан та шыва чараймасть.

чарăн

остановиться. N. Ватă çын мар, каччă та унпа чарăнсах пуплет. Регули 571. Вĕремĕ чарăнчĕ. Кратк. расск. 19. Вĕсем çул çинче пĕр тĕле çĕр выртма чарăннă. Завражн. Пĕр виç чалăш аяла анса чарăнчĕ (аэростат). N. Чарăнса ларнă, остановились (часы). Толст. Пĕрре эпĕ хăна килне çĕр выртма чарăнтăм (остановился на ночлег). Трхбл. Эсĕ ăçта чарăннă? Ты где остановился? (на квартире). Юрк. Çул çинче ăçта çитнĕ унта çĕр выртма, е лаша çитерме чарăнсан тусан, хăйсенĕн урапи туртисене, ыран ăçталла каймаллине пĕлмешкĕн, ялан çав енелле тăсса хураççĕ. Ib. Çул çӳрекен çын Атăлпа иртнĕ чухне Шупашкар хулине курма чарăнат. Янш.-Норв. Акаласа пырсан-пырсан, пĕр хапха патне чарăнаççĕ те, хирсем пурте яла кĕрсе каяççĕ. (Хĕр аки). Конст. чăв. Эпир Одессара Пантедеймон монастыр килне чарăннăччĕ. || Приставать. Янш.-Норв. Ку пăрахут Шупашкар патĕнче чаранмас пуль. || Окончить. Артюшк. Старик вуласа чарăнсан (когда окончил чтение). Юрк. Пĕр авка çак сăмахсемпе чарăнса тăрам, сыв пул. || Прекратиться, закончиться. N. Чарăнас пек калаççĕ (о войне). Алших. Авăт, куккук, хытăрах, чарăнасси инçе мар. Синьял. Акăш вĕçет – çил чарнать, кăвакал чăмат — шыв типет; эп çак ялтан кайсассăн, мана çекен çын чарнать. || Воздерживаться. N. Кивçен парасран чарăнса тăр. || Янш.-Норв. Хĕр вăрри çавăнта часрах минчет тутарасшĕн пулса, вун тенкĕ çинче чарăнса тăмасть (за 10 рублями не стоит). || Перестать. ЧС. Выляса чарăнсан, эпĕ лашасене пăхма кайрăм. Васильев. Чăнах, чӳк тунă, анчах ним осси те полман: вилес çын чӳк тунипе чарăнман. Регули 1287. Чарăнмасăрах паян ĕçлерĕм. Собр. Шыв чарначчен ĕçсен, вĕçкĕн пулать. Никит. Икĕ малти шăл тухса ӳкес пек лăканаççĕ, ыратат тӳсмелле мар, ним тусан та чарăнмасть. Сарат. Хăçан эсĕ ман япаласене çĕмĕрме чарăнăн. К.-Кушки. Ку сăмахсене вĕсем пĕр чарăнми калаççĕ. Эти слова они говорят без передышки. Ала 85. Хĕрĕ темĕн чухлĕ ӳлесе макăрнă, чарăна та пĕлмен. ЧС. Çумăр çума чарăннăччĕ. N. Ӳслĕк чарăнсах чарăнмас-ха, пуç та çаплах ыратать. || Орау. Шывпа юхса анакан пĕрене çыран хĕрне пырса чарăннă. Якейк. Эпĕр Африккă çĕрне пырса чарăнтăмăр. Мы остановились у берегов Африки. Юрк. Насус ампарне курсан, ун патне пырса чарăнат та, пăхкала пуçлат. Конст. чăв. Пĕр кун çурăран эпир Константинополе çитсе чарăнтăмăр.

чаракла

подпирать. Байгл. Петĕр Ивана çывракансем патне туртса пычĕ, тет те, сенĕксемпе чаракласа тăратса хăварчĕ, тет. N. Пирĕн пӳрт тăвăрччĕ, тата çитменнине варринчен чăракланăччĕ, эпĕ хам чарак тăрăх хăпарнине тата çавăнтан татăлса анса çамкана сакка лектерсе çĕмĕрнине йăлт астуса тăратăп. Ст. Чек. Уппуркка ручкасене чаракласа тăрат.

чарăлтат

издавать звук чарăл. N. Шăнкăрчă чĕппи чарăлтатать. N. Эпĕ пĕрре чăтлăхра çӳретĕп. Сасартăках ман умран ăсан чарăлтатса вĕçсе тарчĕ. Сунт. Кăрик те карик курак-чавка сассипе Хирлеп-пуç ялĕ чарăлтатса çех тăрать. Деревня Хирлеп-пось оглашается криком грачей и галок.

чаркаш

препираться. ПТТ. Сред. Юм. Мĕн пит чаркашса тăран вара эсĕ манпалан, эпĕ сан ачу-и мĕн! Ib. Пит чаркашатăн эсĕ манпалан, ним мар япалашĕнех. НАК. Кутăн çын пулсассăн, памасăр тек чаркашса тăрать. Тюрл. Мĕн чаркашса тăратăн (упрямишься, не идешь).

часах

тотчас, сейчас, в сию минуту, очень скоро. Ал. цв. 13. Часах аслă хĕрĕсем те чупса пыраççĕ. Юрк. Эсĕ янă укçана илсен, эпир епле тырăсене часах выртарса илтĕмĕр. Ib. Вăл çапла кула пуçланине курсан, кăсем те савăнаççĕ: акă чăваш арăмĕ часах ташлама тытăнат пулĕ тесе. N. Килте ача-пăча чирлесен часах юмăçа каятчĕç. N. Мĕн тумаллине шуйтан часах кăтартса панă. ЧС. Пăвара нумаях пурăнайман çав луç, часах вилнĕ, тет. N. Халь анчах килтеччĕ-ĕç, лепле часах тохса кайнă. N. Улпутсем каллах хĕç-пăшала тытăннă. Анчах Иван Безземельный часах вилмен. Ой-к. Пĕр аслă кинĕ калат, тет, эпĕ вăсене часах вĕлерме пултарап, тет. Яжутк. Вара (хуçи) Ивана пĕр паршине пачĕ, тет. Вара часах сутса пачĕ, тет. Бес. чув. 10. Эпĕ часах параймăп çав. Сет-к. Часах йор çăвассăн тойăнмасть. N. Оппой, ку пасартан тавăрăннă та ĕç! Лепле часах тавăрăнтăн. N. Эпĕ кунта киле часах каяймастăп, эсĕ пушă вăхăтра каймасăр ан юл. А.-п. й. З4. Часах тиллине те курнă. || Почаще. N. Çыру часах ярăр.

часран час

все чаще и чаще. ЧС. Аслати сасси те часран час илтĕне пуçларĕ. Микушк. Ай-хай тăванăмсем, миллуйăмсем! эпир асăнатпăр часран часа, эсир асăнатра виç часа. Г. А. Отрыв. † Эпĕ асăнатăп часран часа, санăн асăнта пур-и виç часра. N. Ан çиленĕр, çыру часран часах яраймарăм. Чăв. й. пур. 2З. Ашшĕ хăй часран часах ĕçкелетчĕ.

часрах

часăрах, скорее. Тюрл. Эпĕ часрах аялти кĕлете кĕрсе шур кĕпе тăхăна пуçларăм. Я поскорее пошла в нижний этаж клети и стала надевать белую рубашку. Ск. и пред. чув. 45. Михали, кил-ха часрах кунтарах. Дик. леб. 37. Çавăнпа хĕвел аниччен пирĕн часрах типĕ çĕр çине анса ларма ĕлкĕрмелле. В. С. Разум. КПЧ. Часрах кайса кил эппин. Юрк. Аслă улпучĕ умĕнче тăракан салтакĕ-деньщикĕ те, лешсем çапла кăшкăрнине илтсен, хăй улпутне вăрата пуçлат: часрах тăрăр халĕ, лешсем çитрĕç ахăр салтаксем чупа пуçларĕç, тет. Ib. Часрах пулăр. Будьте живее. || Почаще. N. Мĕшĕн часрах пĕçерме (чтобы всегда иметь мягкий хлеб, а не черствый) тăрăшас марччĕ-ши? N. † Ах инкеçĕм, инкеçĕм, часăрах пул инкеçĕм!

чашлаттар

понуд. ф. от гл. чашлат. ЧС. Пĕр хитре хура тумтирлĕ çын насус пырши вĕçĕнчи кĕпçерен тытнă та, пушар çинелле чашлаттарать анчах. Ал. цв. 27. Çӳлелле чашлаттарса тăракан шывсем чарăннă. Якейк. Чӳкле выльлянă чох пĕр-пĕрне шупа чашлаттараç анчах. Ib. Прик-виççĕ чашлаттар-ха, ăшă пĕре те çок (прик-виç корка ăшă пар-ха). || КС. Хулăпа чашлаттарчĕ. Сред. Юм. Йорпа уткаласа тăракан ачасĕне çона çинчен анса пĕр-иккĕ чашлаттарчĕ те, ачасĕм таçта тарса пĕтрĕç. || КС. Йĕтеме, урайне шăппăрпа чашлаттарса шăлаççĕ. || КС. Ĕне пăрланнă шыва чĕлхипе чашлаттарса çулать. || КС. Эпĕ пĕр паккус чашлаттарса тухрăм. Сред. Юм. Пахчара пăртак ĕнер çăлса пĕтерейменни утă порччĕ те, çавна тохса чашлаттарса пăрахрăм (выкосил). || КС. Пăчкăпа чашлаттарнă сасă илтĕнет. Слышится (издали) шум пиления. || N. Мĕскĕн выльăх-чĕрлĕхсем, ĕнесемпе сурăхсем чашлаттарса çиеççĕ. || Малт. ик. вĕр. фиç. 113. Пĕлĕтрен чашлаттарса çăмăр çăвать. КС. Çăмăр чашлаттарса çăвать (шуршание с шипением). Шурăм-п. Çумăр хытăран хытă чашлаттара пуçларĕ. Н. Тойдеряк. Шыв ăсаççĕ те кама курнă ăна чашлатараççĕ. КС. Пĕр ывăç сĕлĕ илчĕ те, мана питрен чашлаттарчĕ. Ах ыраттăрĕ-çке! || КС. Сӳсе чашлаттарса шăртлаççĕ. Кудель чешут щеткой, при чем слышится своеобразный шум. || О санях по мягкому снегу. Paas. || Валять (т. е. писать на скорую руку разл. вещи).

-чен

(ччен), аффикс, показывающий: а) что действие происходит раньше другого действия; соответствует русскому предлогу до. Дик. леб. З7. Çавăнпа хĕвел аниччен пирĕн часрах типĕ çĕр çине анса ларма ĕлкĕрмелле. б) Предел счета. N. Эпĕ виçĕ хутчен ташласа илтĕм. Баран. 122. Хăш-хăш йывăç пин çулччен пурăнать. в) Предпочтение. N. Ахаль лариччен кĕрĕк аркине те пулин йăвала, теççĕ. Чем сидеть без дела, по крайней мере хоть разомни подол шубы.

черет

очередь. N. Пĕр пӳрократ çапла каларĕ, тет: „ Эсир, ыйтусем, нумай, эпĕ пĕччен, черете тăрăр“,— тесе каларĕ, тет. N. Армана çитсессĕн пире черет час тимерĕ. Черечĕ пысăкчĕ. N. Черетпе параççĕ. Черетрен килтĕм. Б. Олг. Хама черет кисен, кайăп,– тетĕп эпĕ. Чуратч. Ц. Унтан икĕ ача хăйсен черетне персе иртерсе ячĕç те, пирĕн пемели черет çитрĕ. Кан. Черечĕ пин патнелле, тесе ăсатса яраççĕ. УМ. Хуркайăк пек карталанса черет кĕтсе тăтăмăр. || СТИК. Пирĕн кĕтӳ кĕтме кĕтӳçĕ тытнă чухне, ăна касăпа пухăнса тытаççĕ. Кĕтӳçе çу каçиччен пĕр 40–50 тенке тытаççĕ. Çак укçана вара черет тăрăх уйăрса тӳлемелле тăваççĕ. Кĕтӳре пĕр 80–90 черет пулат. Кашни черете 4 сурăх кĕрет, ĕне хăй пĕр черет, путексене, пăрусене, такасене унта шутламаççĕ, вĕсемшĕн тӳлемеççĕ, мĕшĕн тесен вăсем амăшсенчен ăрасна çӳремеççĕ, такасем сурăхсенчен уйăрăлмаççĕ.

черкке

чарка, рюмка. N. Эрех черкки, рюмка для вина. Изамб. Т. Черккепе эрех ĕçеççĕ. В. Олг. Пĕр черкке ĕçрĕм. ГФФ. † Эпĕр конта килтĕмĕр çут черккине шыраса. Мы приехали сюда, отыскивая светлую рюмку. N. † Киле каяс темесен эрех черкки памĕçĕ. N. Эпĕ сирĕн пата çитсе ĕлкĕреймесен, маншĕн лешне пĕр черккине ӳпнех ӳпĕнтерсе яр вара. Йӳç. такăкт. 51. Ан хута кĕр черкке мурĕсене. || Ст. Чек. Черкке куç = чармак куç.

чыс

почет, уважение, честь, слава. Шел. II. 52. Хăшĕ пысăк чыс курать, хăшĕ пулать çын кулли. Истор. Эсĕ мана вăрттăн Ярополка тытса пар, эпĕ çавăншăн сана ĕмĕр чысра усрăп, тенĕ. Чăвашсем 10. Анчах эпир хамăр сан чысна пĕлейместпĕр (не умеем тебя достаточно уважить). Собр. Эсирех те ватă, эпир çамрăк, сире пуççапмасан чыс пулмĕ. Образцы З5. † Атте-анне ятне лайăх тытсан, пире лайăх çынсем чыс парĕç. Ib. З2. † Пире тăван кĕтет хай чыспала. || Вежливость. || Хороший прием. Кĕвĕсем. Çак тăвансем килсессĕн чыс пара пĕлмесĕрех ăсатрăм. Баран. 19. Тусăм, сана чыс кăтартам. Ала 14. Ах хăнаçăм тантăшăм, пирĕн чыса ан çухат! Пирĕн чыса çухатсан, хăвăн чысă çухалĕ. (Хĕр сăри). || Угощение. Такмак З. Çав мунчаран тухнă çĕре çак хăта чыс хатĕрлет. Образцы 61. † Ай-хай пĕр хăтаçăм, тăхлачăçăм, кĕрекĕрсем витĕр чыс çапнă. Собр. Пӳртĕрсем шурă, саккăр сарă, эпир тухса кайсан пушă юлĕ. И пушă та юлмĕ, мĕн те юлмĕ, сĕтеллĕрсем тулли чыс юлĕ. N. Чейне те ĕçтерет, чысне те лартать. Бур. Ял çине тухсан ятăр пысăк, килĕре килсессĕн чысăр пысăк. Туй. Туй евчĕ патĕнче чух евчĕ хĕр ашшĕсем патне пырать те калать: сирĕн чыс çитри? умăра пурте тулли пулчи? тет. Леш калать: мана хăтаран чыс çитрĕ, тет. || Пирушка. Туй. Тата виççĕмĕш чыса хатĕрленĕ виçĕ çулхи кăркки пулнă (у него). Такмак 2. Унăн иккĕмĕш чыса хатĕрленĕ пилĕк çулхи хура така пулнă. || Сред. Юм. Таса мар алпа тытса ĕçме-çименне чысне яраççĕ.

чыс кур

быть в почете. Пазух. 45. † Улатăртан илтĕм ула ĕне, нумай та тăмарăм, çу турăм. Эпĕ килтĕм кĕтĕм тăван килне, нумай та тăмарăм, чыс куртăм.

чыхăн

набиться. Кан. Çенĕке чыхăнса тулнă (народ). || Лезть. Кан. Хĕрарăмсем тутар усламçăсем патне чыханаççĕ. N. Кĕтӳç мала чыхăнчĕ, кĕрешĕве асăрхать. || Конст. чăв. Те ку ахаль килнĕ çын мар ĕнтĕ, мана йĕрлесе сăнаса çӳреме килнĕ çын пулĕ тесе шухăшласа çапла турĕ, те тăванĕсене, хурăнташĕсене питĕ нумай курмасăр тăнипе хурланса чыхăнса çитсе çапла турĕ — кам пĕлет, нимĕнне те пĕлмерĕм вара эпĕ ăна. || Спотыкнуться. Хăр. Паль. 41. Куна утма йăвăр, пырсан пырсан чыхăнса каять.

чик

совать, всовывать, сунуть; втыкать, вонзать всаживать. N. Хутаççа чик. N. Виç çĕр тенкĕ укçа чиксе кайрĕ. Салагаево. Пашалу çине тăвар, кăмрăк чикĕççĕ. N. Çынни пилĕк çĕр тенкĕ укçана илсе чикрĕ, тет те, юлташĕ патнелле уттара пачĕ, тет. Орау. Кĕпине чĕркуççи айне хĕстерет, çĕввине кĕпи çумне чиксе хурать те, унтан çĕлет. N. Ак эп сана тытса пуçна юр çине чикем. Орау. Кашни аллисене хурана чикеççĕ. Каждый сует в котел руки. N. Турчăка пур çинче алла вута чикмеççĕ. Коли есть кочерга, в огонь руки не сунешь. N. Алăк хушшине ална ан чик, теççĕ. Не суй руки между дверью и косяком. Пазух. 21. † Шур çăмартан çĕвви çук, йĕп чикме те вырăн çук. ТХКА 126. Сарă мăйăр, хĕвелçавнăш кĕсе кĕсе туллиех хĕрсемпеле каччăсем чике-чике тултарнă. Ядр. † Пирĕн ялăн хĕрĕ тесен пар лашуна кӳлсех тух, икçĕр тенкĕ чикех тух, ху тиек пек пулса тух. Çутт. 20. Тĕм кутне пуçа чиксе выртрăм. Кан. Е шетникрен тӳрех аллипе чиксе куçне çăваççĕ. N. Тата эпĕ кунта картăчкă ӳкернĕччĕ те, чиксе çуресе варланса пĕтрĕ. || Вложить. N. Пиçмо янă чух пиçмо çине пĕр кăранташ чиксе яр. || Укунуть. Истор. Вилнĕ çынсенĕн чĕрисене кăларса илсе шыв çине чикнĕ. || Уткнуть. ФН. Пуçне (лицо) çытар çине чикрĕ (уткнул). )| Подоткнуть. Орау. Утиал хĕрне ман аялла чик-ха (подоткии под меня одеяло). || Изамб. Т. Ăна аялти (кто внизу) улăм чиксе парат. ТХКА З6. Çăмахне шăрпăкпа чике чике çирĕмĕр, питĕ тутлă пулчĕ. || Сплести пальцы. N. Аллисене пурнисене хире хирĕç чикнĕ те пырать. || Кодоть. N. Йĕплĕ хулă чикет. Шиповник колется. N. Ĕç хытă та, çавах та чикмест, теççĕ. Работа жестка, но все-таки не колется. Ск. и пред. чув. 112. Йĕп чиксе те куç курмасть. Хоть иголкой (глаз) выколи — ничего не видно. Ал. цв. 6. Унăн тавра куçран чиксен те нимĕн те курăнмасть. Тогаево. Çĕрле полсан шуйтан çурисем темиçен анчĕç, тет те, çак каскана Иван тесе атă пăрисемпе чикме пуçларĕç, тет, чиксен чиксен вара охса карĕç, тет. (Из сказки). Букв. 1908. Чĕрĕпĕн йĕпписем чикнĕ (кололи). Якейк. Çак аякра тем чике-чике каять (что-то колет). N. Пире пĕр эрне хушшинче каçантан икĕ рас чиксе эмел ячĕç. || Приколывать. Кан. Вилнĕ Уçтини кăкăрĕ çумне пулавккăпа икĕ паккет чиксе лартнă. || Зарезать. БАБ. Пĕрне пĕри çĕçĕпе чикес пек тăраççĕ. || Закопать. || Хоронить. Чăвашсем 30. Ун пеккисене чикекен вырăн урăх тĕле тунă. Шурăм-п. Пĕлтĕр унăн матки вилчĕ те, чирĕк картине чикрĕç. Чăв. й. пур. 26°. Якку каланă: кунта мана пĕтеретрем, чикетрем, тенĕ. || Наклонять, опускать (голову, глаза). А.-п. й. 61. Пуçне чикнĕ те, çакăнтах шăнса вилмелле пулать пуль ĕнтĕ, тесе шухăшласа ларнă. N. Пуçне чиксе ларакан пиçнĕ çырла мар-ши çав. ЧС. Пиччесем, инкесем аран пуçĕсене чиксе иртеççĕ. N. Хăлхана ман енелле чиксе, манăн юлашкинчен йăлăннине илтсем. N. Хăраса пĕр сăмах чĕнмесĕр пуçне çĕрелле чиксе тăнă. N. Çынтан ыйтсан, е вăл туса парсан (çырса парсан), вара санăн унта нумайччен чăтса пуçна чиксе пурăнас пулать. Ал. цв. 12. Хуçа пуçне çĕрелле лаш чикнĕ те, шухăшла пуçланă. Образцы 2. † Çук çын хĕрĕ тиейсе пуçра чиксе ан тăрăр. Калашн. 7. Тĕксĕм куçĕсене çĕре чикнĕ вăл. Опустил он в землю очи темные. || N. Анчах çав япаласем çинчен пурне те тĕрĕс, нимĕн хушмасăр, нимĕн чикмесĕр çырас пулать. || Приобретать, наживать. N. Манăн пурăнмалăх пур-ха, укçалла выляса чикрĕм. || Присваивать. Кан. Хăй копператтив пуçлăхĕ пулсан та, укçасем чиксе улталама пăрахмасть. || Повредить кому, поставив его в невыгодное положение. N. Вĕсем пирĕн çынсен айван ăсне-йăвашлăхне курса май килнĕ чух чикме те ӳркенмеççĕ. И Прогулять. N. Тумтирсене сутрăмăр ытлашкине, укçине майрасем патне чикрĕмĕр. || Взять во что. ЧС. Шывĕ çăвара чикме çук, тăварлă. || Девать, прятать, спрятать, упрятать. N. Ăçта чикрĕн эсĕ ăна? N. Чухăн çын хăвăртрах тупăк хуппине витет те, пăтапах çапса лартать, унтан масар çине йăтса кайса, çĕрех алтса чикет. Дик. леб 44. Вăл хăйĕн аллисене чĕрçитти айне чикнĕ. Руки свои Элиза спрятала под передник. N. Алă хуçăлсан алсашне чик, пуç çурăлсан çĕлĕкшне чик, теççĕ. Будет сломлена рука в варежку спрячь, будет раскроена голова в шапку спрячь. N. Унăн ниçта пуçне чикме те вырăн пулман. || Положить. А.-п. й. 76. Нушана пăлтăралла сĕтĕрсе тухрĕç те, пысăк арчана тĕркелесе чикрĕç, унтан пысăк çăрапа питĕрсе илчĕç. Вытащили нужду в севи, положили в сундук, закрыли и заперли. Ск. и пред. чув. 112. Хĕвне çăкăр чикрĕ те... || Удержать в памяти. КС. Ăша чик. || Вкладывать (в голову), принимать к сведению, постигать. N. Кил хуçийĕн халапне пуçа чиксех (очень внимательно) итлеççĕ.

чикелен

чикеленсе кай, кувыркаться, кубарем покатиться, перевертываться через голову, перекидываться через самого себя. N. Çавăн чухне вара юлташĕнчен кулакан ача пуç хĕрлех чикеленсе кайнă. Эльбарус. Эпĕ çырманалла хыттăн ĕнесене хăваласа чопса аннă чохна, чăнкă пиркипе чикеленсе, йăваланса çохăрса анчах çырма тĕпнелле анса карăм. Икково. Чикеленсе, не перекувыркнуться, а только ткнуться, спотыкнуться. N. Алăкĕ урлă каçнă чухне мана пĕри хыçран тĕртрĕ те, эпĕ чикеленсе кайрăм. N. У (= вăл) хăй шува чикеленсе карĕ (упал в воду). N. Пырсан пырсан (за ямщиком), вăл тем пек ывăнчĕ, тет те, пĕррех чикеленсе кайрĕ, тет. Юрк. Аптăранă енне нимĕн тума пĕлмесĕр кая-кая ӳксе чикелене-чикелене каять. N. Çак ачан лаши темрен такăнчĕ те, чикеленсех карĕ. Баран. М. Иккĕ-виççĕ çаврăнса чикеленсе антăм. N. Чикеленсе карĕ, спотыкнулся и упал. Халапсем. Хытă пынă чухне лаши ăнсăртран такăнса чикеленчĕ кайрĕ. Ib. Ун çинче утланса ларса пыракан улпучĕ те, лашинчен малалла чикеленсе пыра пуçларĕ, тет. || Ложиться спать. Орау. Вырăн çинелле чикеленес тетрим, юрать-çке, каç та пулнă ĕнт. || Опираться. || N. Чикеленсе, старательно.

чикĕ

граница, рубеж, черта, межа, край. N. Патшалăх чикки, граница государства. УМ. Пăхаттăмăр тек чикĕ урлă, кураттăмăр урăх тĕнче... КС. Эс мĕшĕн чикĕрен тухса çулатăн (заходишь за границы). Орау. Кучикле выляма малтан çырса тăват кĕтеслĕ чикĕ тăваççĕ. Шибач. Тотар хоçа калать Пикманана: эс, тет, лашасам тăвар, эп, тет, çаран чикки шырама каям. Эпир çур. çĕршыв 22. Пирĕн таврари хĕрĕх ял пĕр вулăс чиккинче тăраççĕ. ТХКА З1. Эпĕ ĕлĕк салтака та кайса килнĕ, чикĕ хĕрринче слушит тунă. Ивник. Анчах пĕр тăшман та ан каç чикĕ урлă,— пограничник ялан вахтăра. Турхан. † Совет Союс чиккине сыхла, савни, ытларах! || Граница между полями двух обществ. Изамб. Т. Пирте чикĕсем пилĕк çухрăмран ытла мар. || Предел. || СПВВ. Чикки çавăнта, путмарĕ çавăнта (пĕр-пĕр япала ялан пĕр çĕре пырсассăн). || N. Пĕре панă сăмаха тума тăрсан чикки çук.

чикĕлти

неизв. сл. Байгул. Чи-чи чикĕлти, чи-чи чикĕлти, чикĕлтерĕм мĕн терĕм. Йăптăх-яптăх ямари. Эсĕ те чипер, эпĕ те чипер, сантан чиперри тата пур. Чăн чиперри кунта мĕн, сик тух.

чим

постой, погоди, подожди. N. Чимĕр-ха, погодите-ка. Завражн. Чим, ан кай-ха. Ск. и пред. чув. 96. Аçу килне, чим-халĕ, хăвах чупса пырăн-ха. КВИ. Чим-ха, кăна калама вăхăтсăрах юрамасть. Сред. Юм. Чим или чим-ха, погоди, погоди еще. N. Чим-ха, кăштă лар-ха çакăнта. Юрк. Чимĕр-халĕ, кунăн пуçне шăтарнă иккен, пуç мимине сиен туман-ши? Ib. Чим-халĕ, пĕр-пĕр чухне эпĕ çав тĕлтен сăлтав тупса унпа калаçса пăхăп. Ib. Чим-халĕ, тата каласа пăхам, куратăн авă ташлама хатĕрленсе тăрат, тет. Бюрг. Чим-ха, хăйсем ют яла кайнă. эпĕ унăн ачине чĕнсе килем, тет. Череп. Чим-ха, погоди, не говори. КС. Чимăрсамăр, чимĕрсемĕр, пожалуйста, подождите. Бес. чув. Çук! Чим-ха эсĕ, Мустафа. Эсĕ итле-ха, акă эпĕ тата мĕн калам. Çутт. Чим, алати мари кун. Регули 889. Чим, ай пырăпăр. Ала 16. Чимăр-ха, тăхтăр-ха. КС. Чимăрсам, подождите.

чипер

красивый, хороший. N. Чипер = хитре = илемлĕ. Дик. леб 44. Епле эсĕ кунта килсе çаклантăн, чипер хĕрĕм? Как ты попала сюда, прелестное дитя? Ск. и пред. чув. 14. Вĕсен чипер хĕрĕсем е çӳренĕ вăрмана. КВИ. Чипер ача Сетнерĕн пĕр урхамах лаши пур. Пазух. 25. † Чипер ача, сар ача, выляясчĕ, кунта çук. N. Ачи чипер те, сăмси пылчăклă. Мальчик-то хорош, только нос в грязи. Сăрнай 2. † Эс чипер, эп чипер, чăн чиперри çак ачи... Ib. 6. † Эс чипер те, эп чипер, санран чипер тата пур, сик тух, чиперри! Ib. † Эс те чипер, эп те чипер, тавай виççĕн чуп тăвар, тавай иккĕн чуп тăвар. Ib. † Эс чипер, эп чипер, чăн чиперри кунта çук, сик тух! Ib. 8. † И эс чипер, эп чипер, чăн чиперри çак ачи. Ib. 13. † Чуп! чуп! чуп тума чипер ача кирлĕ. Халь те чипер, тата чипер, тата чипер кирлĕ. Пазух. 25. † Эс те чипер, эп те чипер, тимĕр туя каяр-и? Ib. 14. † Эпир чипер теетĕр, сиртен чипер тата пур. Образцы 13. † Питре писев сĕретĕр, эпир чипер тиетĕр. Якейк. Ай, чипер-çке ку! Ах, как она красива! Образцы З. † И, ту чипер, ту чипер, ту аякки çул чипер. Вылямашкăн-кулмашкăн тухя пуçлă хĕр чипер. Якейк. Ытла чипер уш, калама çук чипер, пит чипер, тĕлĕнмелле чипер. СТИК. Ку хĕр пит чиперскер (без недостатков в форме тела и красива, а илемлĕ — красива лицом). Ст. Чек. Чипер çын: 1) красивый, 2) хорошего нрава. Шурăм-п. Хĕрсем пуринчен те ытла. Пурте чиперпе пĕрех (почти все красивы). Ала 28. Эпĕ çавă урамра пĕр чипер хĕр куртăм та, унăн чиперне ытаримасăр çавă хĕр патне кайрăм. Юрк. Чипер, чипер тиеççĕ, чипер епле пулат-ши? Якейк. Вĕт вăрманта вĕт пошчи, сулля-сулля касрăмăр чипер çăпата тумашкăн. Трхбл. Эй мăнтарăн чиперри, вут-шыва ӳкерет. (Чиперри подразум. илемлĕ хĕр, вута-шыва ӳкерет = темĕскер те тутарат, пĕтĕм халпа хыпалантарат). Ст. Айб. Чипер çын килен-каян чуп тăвать. (Шыв курки). || Нормальный, здоровый. Альш. Чип-чипер çынах пулчĕç хай çынсем. Они оправились от похмелья. Ib. Халĕ те пулин чипер алă мар. И до сих пор рука не как следует, не поправилась. N. Чĕре те ыратать, ӳпке-пĕвер те чиперех мар. Сборн. по мед. Ку кĕнекене чипер тăн-пуçпа йĕркипе вуласа тухсан... || Полный. Етрух. Чипер выйлă ĕçкĕре хăнисем вунпилĕкшер, е çирĕмшер çуна пулать. || Целый. П. Патт. 6. Сан автан пек пĕремĕк чиперех-и-ха? (цел ли?). || Порядочный. Юрк. Хăш та хăшĕ (иной) чипер çын ачи-пăчинех хурлама тытăнăт. || Кан. Ха, чиперех çынна ӳкесрен çăлтăм (не дал упасть), ахалĕ ӳкетчĕ. || Спокойный. Сред. Юм. Чипер вилĕмпе вилмен çын (называют сгоревшего, утопившегося, удавленного, задавленного и т. д.). Арçури. Йӳсмер панчен иртрĕмĕр, чипер çула тухрăмăр. || Удачный. Арçури. Çулĕ чипер пулинччĕ, чун шикленми пулинччĕ. || Благополучно, удачно, счастливо. КВИ. Чипер кайăр. N. Чипер çитĕр! Желаю счастливо доехать (возвратиться). Я. Турх. Чипер кайăр! Счастливого пути, досвиданья (уходящему). N. Савса янă салама чипер илĕр. N. Кайнă чухне хуçине ак çапла каласа хăвараççĕ: çитĕ, чипер тăрăр, хуйхăр харама кайтăр, вилни чипер вырттăр, теççĕ те, килĕсене саланаççĕ. Янш.-Норв. Кăçал чипер качча парсан, ашшĕ (девушки) юратса пĕр тынапа икĕ сурăх парас, тет (в приданное). Ала 15. Пулăçăсем вара арăма тархасласа лартса чипер каçарса ăсатса янă, тет. Юрк. Сыв-и? Чипер пурăнатра? – Сывă-халĕ, чипер пурăнатпăр. Ib. Хăта-тăхлачă, сыв-и-халĕ? Чипер çӳретре? – Сыв çӳретпĕр-халĕ, турра шĕкĕр, хăр чипер çӳретре? N. Чипер пурăн, ан кулян. Ск. и пред. чув. 30. Чипер пурăнăпăр. ТХКА 41. Йĕрсе те ним тума та çук ĕнтĕ, ан йĕрĕр, йăхĕ юлнă-ха, тьыхи пур-халĕ, чипер пурăнсан, тьыхаран лаша пулĕ. Сятра. Чипер тат! Пили хорошенько. Юрк. Чипер кăна, хорошенько. N. Халĕ ошкăнĕпех (все) су, чипер, лайăх порнатпăр. Бес. чув. Сыв пул, чипер юл, терĕ те, килне тухса кайрĕ. Орау. Чипер авăртса килме пар. Чем люди живы. Сывă пулăр ĕнтĕ, чипер юлăр. В. Олг. Чипер йол! – Чипер кай! Шибач. Чипер кайса килĕр! (Пожелание уезжающим). Б. Олг. Чипер тăрăр, тет (хорошенько стойте). N. Ĕнтĕ чипер тăрăр (= аван тăрăр). Хывсан ют çынсем çапла каласа саланнă. Изванк. Ай шăлăмсем, шăлăмсем, ай йăмăксем, чипер пурнăр, ай чипер пурнăр. Сл. Кузьм. 60. Выльăхсене чипер кĕтме. Орау. Чипер кайса килмелле пултăр! Счастливого пути! N. Ыр каç полтăр.— Чипер кай. Сред. Юм. Чипер çаврăнса кил! Альш. Чипер юл, шкулăм, юратнă çĕрĕм. || Спокойно. Чăв. юм. 1919. 2З. Чипер çывракан хĕре вăратрĕ. Йӳç. такăнт. 24. Чипер выртас та çывăрас! Ала 67. Çĕнĕ çынна çул çинче çамрăксем чипер пыма памаççĕ, ялан çĕнĕ çыннăн шывне тăкма шухăшласа пыраççĕ. Скотолеч. 10. Чипер пурăннă çĕртех сасартăк чирлет. Орау. Чипер ларнă çĕртренех сиксе тăчĕ те лешне çупрĕ ячĕ. Ib. Чипер выртнă çĕртренех ачана исе тухса кайса шăмăшкă кăтартрĕç (беду причинили ему, всадили в серьезную вину). Ал. цв. 6. Çапла чипер аван пынă çĕртенех, сасартăк вăл хăй умĕнче вут çути ялтăртатнине курах каять. Ст. Айб. Чипер пурăннине мĕн çитĕ, теççĕ. (Послов.). ЧС. Эй ачамсем, чипер çӳрĕр, пит ĕçсе ан ӳсĕрĕлĕр. N. Унăн ури пушмакпа чипер утакан пулчĕ. N. Шкултан чипер вĕренсе тухнă пулсан вăл ача ун пек пулмастчĕ. || Осторожно. ЧС. Ачам, шыва кайса вилĕн, чипер хытланăр, шывăн турат çук. ТХКА 49. Чипер, хăвăра хăвăр астуса çӳрĕр вара,— терĕ анне. || Прилично, вежливо. N. Чипер калаç, чипер çӳре. Хорошо веди себя. Ашшĕ-амăшне. Чипер калаç. Не говори вздора. N. Чипер çӳрĕр; чипер калаçкаласа тăр; чипер çывăр; чипертерех хор. Сред. Юм. Чипер çӳре. (На прощаньи наставление). Изамб. Т. Сана миçе каланă: чипер пул, ан ашкăн, çын евĕрлĕ пул, тесе. Б. Олг. Ну, тет, хĕрĕм, чипер лар, ан ӳк, тет (с лошади). Кан. Чипер калаçăр. Мĕнле пуçпа калаçатăр эсĕр. || Довольно. Изамб. Т. Ул çĕр чипер тĕттĕм пулчĕ. N. Кăçал тырă чипер полнă. || Как следует. Изамб. Т. Тытнă пулсан (если бы поймали), чипер хĕртнĕ пулĕччĕ. Кан. Чипер шутласа пăхсассăн, кунти çынсен касма панă вăрмана питĕ тирпейлĕ тытмалла пек. Янш.-Норв. Вăл çывăрса кайсассăн, малтанах хăрлатма тытăнатчĕ те, унтан вара çывăрса кайсан, чиперех йынăшма тытăнатчĕ. Микушк. Чулĕ чиперех авăрса ларать, тет (молол как следует). Капк. Хырăмне те чиперех ӳстерчĕ ĕнтĕ. Чăв. й. пур. 20. Кĕрккине вара тытса юлса хĕнесе вĕлернĕ; вĕлернĕ чухне Кĕркка кăшкăрни Иванĕ патне чиперех илтĕннĕ. Трхбл. Тарăн çырма пуçĕнче хăмăш чипер хумханат. Перев. Çав асăрхаман пирки (из-за неосторожносги) пĕрре кăна пит чиперех хуйхăрмаллиех инкек килнĕ кăна. Трхбл. Вăйçи маттур каласан, тантăш чипер хумханат. Юрк. Ун чухлĕ çăвĕ пур чухне хăнине чипертерех çуласа çитереймерĕ. Ib. Юрĕ, тет ку та, юлашки çуртине кама памаллине чипертерех ăнласа илеймесĕрех. ЧС. Пĕрре праçникре эпир ачасем выляса тăнă çĕрте хамăртан инçех те мар, урамра ӳсĕр çынсем çапăçнине чипертерех курас тесе, патнерех кайса тăтăмăр. N. Чиперех кăнтăрла. || Крепко, зажиточно. N. Чипертерех тăракан çынсем. N. Апат-çимĕç чипер пурăнакан хресченĕнчен нимрен те уйрăм пулман. Ст. Чек. Чипер пурăнаççĕ = пуян пурăнаççĕ. || Действительно, вправду. СТИК. Чиперех хайхи мăн шухăш тытрĕ те, кая пачĕ (и вправду, взял да ушел). Коракыш. Эй-эй-эй, çирĕм пилĕк тенкĕлĕх япалана чиперех сая ячĕç (ячĕ+ĕç), эпĕ ăслăскер пулĕ терĕм те, ухмах пулчĕ. || Ст. Айб. Чипере курсан тăхăнас килет. (Çĕрĕ). || Красота. Тайба Т. Сан чиперпе ман чипер кăвак чечек тăрринче. Якейк. Пирĕн кинĕн чиперри вăрмая орлă корăнчĕ.

чирле

хворать, болеть. N. Эпĕ шăнтакан чирпе чирлерĕм. Я хворал лихорадкой. Букв. 1900. Чирлекен пурте вилмест. Не все больные умирают. N. Чирлесе пурăннă вăхăтра. N. Вăл чирленĕ, захворал. N. Эпĕ кăçал нумай чирлерĕм. К.-Кушки. Чирлесе вилмерĕ, трук вилчĕ, çавăнпа хуралса кайрĕ. N. Çак хута чирленипех çыртăм: сивĕ чире ерсе карăм. Сборн. по мед. Чирлĕ ачана чечче кастарсан, хăшне нимĕн сиенех те пулмасть, хăшĕ тата чирлерех парать.

чихăн

задохнуться. СПВВ. МС. Чихăнат, эпĕ чихăнса кайрăм. || Поперхнуться. Питушк. Çия та пĕлмест, чихăнса каять.

шуç чуман

то же, что шăвăç чуман. Орл. Шуç чуманпа кайпăр, тесе мана хыçалти ват мучисем патне шуç чуман шырама ячĕ. Ib. Эпĕ унччен шуç чуман çут шуçпа тĕплесе тунă çуна пулĕ теттĕм.

чун

чон, душа. К.-Кушки. Чĕнтерлĕ кĕпер айĕнче шăнкăлтатат кăвакалăн чĕпписем, кăвакалăн чĕппи мар-тăр вăл, пирĕн пек мĕскĕн ачасен чунĕ-тĕр. И. Тукт. † И, çилсем вĕрет, вичкĕн çил вĕрет, вăйлă çăмăрсем капланса килет. Ултавах тĕнчи, йăвăр самани пирĕн чунсене тыткăна илет. (Ĕлĕкхи юрă). Образцы 48. † Çак тăвансем патне килсессĕн, килмессерен чунăм савăнать. Ib. 48. † Хампа пĕрле тăрса юрлакана çур чунăма çурса парăттăм. Пазух. 28. † Сăрисем те пыл пек, хуçи чун пек, мĕншĕн тăван тесе калас мар. Образцы 13. † Пăхсан ĕçĕм юлать-çке, пăхмасан чун чăтаймасть-çке. Ib. 5. † Мĕншĕн вăйя тухмастăр чунăрсене йăпатма. N. Сасси те çав шăнкра пек каччă чунне çемçетет. Ск. и пред. чув. 37. Çутăлать Мăн-шыв, чуна хăпартать. N. Çамрăк чунăм çĕкленет. Капк. Кинĕ каланă ăшă сăмахсене илтсен, карчăк чунĕ тин лăш карĕ. Ст. Шаймурз. Çак шухăш аса килсен, вара чун питĕ хурланатчĕ, питĕ пăшăрханатчĕ. N. Чун хĕпĕртенипе ниçта та кайса кĕрейместĕп. Арçури. Чон шикленет, ăш вăркать. Çĕнтерчĕ 18. Ан калаçтар, анне-е-е! Чун тарăхать. N. Чун вирелле тăрат саççим çавсемпе айкашсан. Пухтел. Чунĕ пӳлĕнет (у человека умирающего, если кто-нибудь громко заплачет). Н. Карм. Пире хаяр сунакан çынсем, çипрен çинче чунĕ татăлтăр. N. Чун татăлас пек уласа макăр. Пшкрт. Чонă татăлтăрай. (Ругань). В. Олг. Торă татса кайтăр сан чонна. (Сидьная ругань). N. Пĕр-ик-виç кунтан ача чунĕ, чĕкеç пулса, ашшĕ пӳрчĕ тăррине тăрса юрлат. (Из сказки). Дик. леб 52. Чăн аслă пиччĕшĕ каланă: çапла çав, вăл айăпсăр чун! тенĕ. Ib. 50. Тимĕр решеткелĕ чӳрече тулашĕнче çирĕх-тăрри (юрлакан кайăк) ларнă, вăл та хăйĕн савăнтаракан юррипе унăн чунне пусарнă. А дрозд, сидевший за решетчатым окном, утешал ее своей веселой песенкой. Букв. 1900. Ӳчĕ пур та, чунĕ çук. (Çурта). Зап. ВНО. Чунĕ пур, юнĕ çук. (Тараккан). N. Чун пулсан чул хушшинче те усрăпăр. Ст. Шаймурз. Çын урлă сăмах илтсен, çулçă пек çамрăк чуна питрех хĕн. КВИ. Çамрăк чун та пĕчĕк чун, чунĕ ытла çемçе çав. Ентĕрел. Хальхи ачасен, хăйсем çураличчен, чунĕсем çуралнă. (Говорят старики, дивясь детям, напр., тому, что они катаются на коньках, которых чуваши прежде не видали). Тайба Т. Тăвансем аякра, чун çывăхра, килсе кураймастпăр çеçен хир урлă. Орау. Çăмăлланасси пит хăрушă.— Чунтан чун уйăрлать те, хăрушă пулмасăр. Якейк. Çын пăсăлсан поканя, е чостаран çын кĕлетки туса, салакайăк çăмарти илсе, пĕр-пĕр çĕре кайса пăрахнă чох: чон вырăнне чон паратăп, кĕлетке вырăнне кĕлетке паратăп,— тенĕ ĕлĕк тĕттĕм чăвашсем. Питушк. Пит лайăх лашасам, чон тăма çĕр çук. Изамб. Т. Епле унăн чунĕ чăтат-ши? (без работы). N. Çывăхра персен так чон топаннех сиксе анать. || КС. Чуну пур-и? Жив ли? || Жизнь. N. Чĕкеçĕсем чие хушшинче, çуначĕсем пĕлĕт хушшинче; сан чунупа ман чунăм ылтăн ука хушшинче (наша жизнь течет радостно). Якейк. Чол-холара чол хаклă, кăçалхи çола çитрĕм те, чол хаклă мар, чон хаклă. (Солд п.). N. Сан чунупа, тăван, ман чунăм тĕнче çине тухнă хĕвел пек. || Существование. N. Апат начарланчĕ, но чон осрама (поддерживать существование) полать, терĕ. || Человек. N. Этем чунĕ вали нихăçан та çурхи пек савăнăç çук. Собр. Мачча пĕрени шартлатсан, чун катăлать, теççĕ. (Поверье). Орау. Пирĕн кĕçĕр пĕр чун хутшăнчĕ. Мĕн ача тата? – Ывăл. СПВВ. Киле чун хутшăнсан... (В Сред. Юм., напр., если возьмут в дом сноху или если родится ребенок). Дик. леб 41. Вăл çурта акăшсене пĕр çын чунĕ те илсе кĕме юраман. || Душа населения, едок. N. Арçын чунĕ, мужчина (как одна душа населения), хĕрарăм чунĕ, женская душа (когда считают по душам). КС. Эсир пире çĕрсене чунтан мĕн тивнине улпучĕсене те пур хура туналлă халăхсене тан туса уйăрса парăр, тенĕ. || Живое существо. СТИК. Ку та вĕт чун! (Питĕ начар, нишлĕ путексене шеллесе калаççĕ). Ib. Пĕр чунтан икĕ чун пулчĕ. (Сурăх пăруласан калаççĕ). Ст. Шаймурз. Кунта мĕн тума килтĕм? (пришла я?). Пĕр чун та çук. Стюх. Ай-хай-ах-та, манăн тантăшăм, санпала манăн сăмах килĕшет. Ĕлĕкрен пĕрле пурăнса, пĕр чун пулса, санпала пĕрле ӳснĕрен. С. Тим. Атте, савнă чуну пулăттăм, ăшăнта мĕн пуррине пĕлĕттĕм. Ау 2°. Хулара пĕр чун та çук, тет. Сред. Юм. Мĕн тума кайрăм эп онта, исмалин пĕр чон та çок-çке ĕнтĕ (ни души нет). N. Тыр вырнă чухне ял хушшинче пĕр чĕрĕ чун та çук. N. † Ларсамăр вырăнăра, тытăр куркăра, эпĕр тайăлса тăрар сирĕн умăрта; эпир тайăлнă чух ĕçмесессĕн, турă хурланă чун пулăпăр, эпир тайăлнă чух ĕçсессĕн, турă савса çуратни пулăпăр. N. Эпир, мĕскĕн чунсем, çынсем пек çӳреймерĕмĕр. Юрк. Унтан ĕлĕктерех тепĕрне çураçма тусаттăм, вăл тата, ырă чун, ĕлĕк хăй савнипе сăмах пĕтернĕ пирки пыма тумарĕ. Орау. Чунтан пĕр курка ĕçмелле. Каждый должен выпить по ковшу. Ала 86. Ах, ву парасси парать те, анчах унăн хĕрĕ чун нумай илет, тата тепĕр пилĕк юпа анчах юлнă, çав юпасем çине сирĕн пуçăрсене касса хурĕ вăл, терĕ тет, карчăк. || Животное (скотина, птицы). НТЧ. Аслă кĕлĕ, аслă ырă, çак сан ятна илнĕ (купленных) чунсене (животных) юратса паратпăр, юратса ил. (Моленье киремети). Г. А. Отрыв. Тĕрлĕ выльăх чунне пусаç. Колют разных животных (на моленьи). Ал. цв. З4. Вăл чăтлăха пĕр кайăк чунĕ те вĕçсе кĕрсе курман. || Дыхание, дух. ЧС. Ун патĕнчен иртсе çӳренĕ чуне чуна хытарса сехĕрленсе аран иртсе каяттăм. N. Чунна ан çăт. || Сердце, настроенне. N. Манăн сăмахăма итлесе кĕнекемсене эпĕ ыйтнă çĕре яракан çынсене пурне те ăшă чунтан тав тăватăп. Çĕнтерчĕ 12. Хыпар илтсен чун тапать. В. Тим. Эсир те саватăр, те савмастăр, савнă пек туйăнать чунсене. N. Ан тухăр, хĕрсем, тумланса, ай люльи, йĕкĕт чунне çунтарса. Чебокс. Манăн питĕ чунтан юратакан Александра ятлă йăмăк пурччĕ. Я. Турх. Чунтан юратнă манăн савнă ырă çыннăм. ЧП. Чунран савнă тăван. N. Пĕтĕм чунтан юрат. N. Манăн чон сан çинче тăрать (я тебя обожаю). Бгтр. Ку кайнă чох, хваттер хоçин ачи, онпа пĕрле пырасшăн, чонтанах макрать, тет. Пазух. 12. † Кунтан вăйă иртсессĕн, арăмсенĕн чун кантăр. Калашн. 6. Анчах халĕ, арăмĕ мăшкăл курса чунĕ витнĕскер, вăл кĕрлесе тăракан тинĕс пек. Курм. Чонсем-варсем варлă хĕр, епле чонпа выртать-ши, чонсем-варсем варлă хĕр, епле чонпа тăрать-ши? Якейк. † Уя тохсан чон уçăлать, киле кĕрсен чон тăвăрланать (становится тяжело на душе). N. Çулла тулалла (вăрманалла, хирелле) чун туртать. N. Чон тарăхать. Досада берет. || Мысль. N. Чунна аскăн хĕрарăмсем хыççăн ан яр. N. Эпир халĕ тин чунпа пурăнма пуçлакан халăх вĕт. N. Ман хăлхамри кĕмĕл алка çутти ӳкет пит çине; çиекен çынсем тек çиччĕр, пирĕн чунсем аякра. || Милый сердцу. Çатра Марка. Ах тăвансам чонсам, тантăшсам. К.-Кушки. Ĕçсем куркусене пыл тесе, ыткаласа илсемĕр чун тесе. С. Дув. Ĕçкĕ ĕçер, тăван, пĕрле пурăнар чун тесе. Юрк. Савнă чунпа ĕмĕр иртерсен çамрăк чĕре çăвĕ ирĕлмес-çке. Каша. Вуниккĕн явса пĕтменне кил, савнă чун, явар-и? N. Хуйхăр сан та ан йĕр, чун, сан пурнасси малалла! N. Аннем, юратнă чунăм, пĕлсем хĕрхенме. Хĕр йĕрри. Утмăл хăма тăрăшне утса тухса пулмарĕ, çитмĕл хăма тăрăшне çитсе курса пулмарĕ, чунăм савман ачаран пуçма хăтарса пулмарĕ. ЧП. Ай-хай тăванĕсем ай чунĕсем. || Полтава 70. Уй-хир тулли пур халăх чунтан ячĕ ахлатса! Ib. 72. Халь пуç каснă вырăна чунтан чупса пыраççĕ. Сред. Юм. Çын вĕлернĕ тенине илтсен ман чôн сӳлетсе кайрĕ. СПВВ. ИФ. Чун сӳ тăват: пит хăранипе ăшăра темскерле сиввĕн туйăнса каят, çӳлтен ярăнса аннă чух, е таханка сикнĕ чух чи малтан хăнăхаччен сӳлелле аялалла аннă чух сӳ тăват, теççĕ. Букв. 1886. Манăн тнн чун кĕчĕ (= тин лăплантăм). || СТИК. Пысăк çăпан чуна кайса тивсе ыратат. (Выраженне сильной боли). Сред. Юм. Ах тôр, чонах кайса тиврĕ. (Говорят, когда нечаянно задели чем-нибудь чирий, я когда он очень болит). || N. Молкач ашне çиме манăн чон çĕкленмест. || Ст. Шаймурз. Чун тус чуна илет, тет. (Послов.). Пазух. 87. † Уяр çул çăмăр çусассăн, пĕтĕм тĕнче хĕпĕртет. Савнисем, сире курсассăн, чунпа чĕре хĕпĕртет. Истор. Хуйхă куракан çынсем чунĕсене пусарма пынă. N. Чун систернипе. Лашм. Çеçен хир варрине тухрăм хĕвел ăшăне, лартăм йывăç сулхăнне, çулçисем пĕр ешĕл, ан пăрах, тăванçăм, чун çамрăк. N. Çынсем уласа макăрни çын чĕрине çурас пек чуна тăвăлтарать. N. Чунĕсем хавшаса çитнĕ. Полтава 12. Чунтан-вартан куллянса. Юрк. Пĕрне-пĕри чунтан чуна юратса тăранаймаççĕ.

чунăм

моя душа. Капк. Чунăм ура тупаннех çитрĕ. У меня душа ушла в пятки. Симб. Итлемĕттĕм сирĕн сăмахра, чунăм чухлĕ хуратăп кăмăлăра. Сала 239°. Пĕçĕкеççĕ йĕс сунтăхра чунăм пур, курайман тăшмантан хуйхăм пур. N. Хут вĕреннĕ чухне эпĕ санпала йӳçлĕ-тутлă пулни те пулĕ, эсĕ мана каçар. Чунăмсем пурне вĕçĕнче анчах тăраççĕ пирĕн. Альш. Ку юрăсене эп юрламăттăм, чунăм чухлĕ шанатăп кăмăлра. Яргуньк. Чăмăртак пак чуннăм пур, чулпа персен вилес çук, виличчен сăрма ларас çук. || Яргуньк. Кĕрессĕм килет, кĕрессĕм килет, кĕрен лаша енелле чунăм туртать. N. Манăн сана хирĕç тавăрса каламасăр чунăм чăтмасть. Абыз. Çыяссăм килет, çыяссăм килет, сысна яшки енелле чунăм туртать. Н. Кунаш. Ĕçессĕм килет, çиессĕм килет, симĕс пичке еннелле чунăм туртат-çке. || Çентерчĕ 12. Хамăр пата кĕресрен чунăм юлмарĕ. Сред. Юм. Ах тор, паçăр хăранипе чонăм йолмарĕ. (Гов., если человек очень испугался). N. Кӳме çинче кĕлетки, ларкăç çинче купарчи, ай-ай чунăм ут çинче, куçăм-пуçăм хĕр çинче. || Милый. Савнă чунăм (к жене), милая. В письме: савнă чунăмсем, ылттăм улмасем, мои милые. ЧП. Эпĕ, чунăм, сана юрататăп. N. Эх чунăм! Курмана ним те мар та, куракана тур анчах çăлтăрччĕ. С. Айб. Аттем чунăм илсе кайрĕ те, приюм умне тăратрĕ. Ау 10. Лешĕ кĕчĕ тет те, мĕншĕн йĕрен, чунăм, ылтăнăм, тесе каларĕ, тет. Юрк. Эй чунăм, савнă тусăм. N. Эй мăнтарăн чунăмсем.

чун панчи

чун патĕнчи, милый, близкий сердцу. N. Манăн сиртен пуçне урăх çук чун панчи тăван. Юрк. Ăшă кăмăлна пĕлсе сана чун пăтĕнчи çыннăм тесе хисеплеттĕм. Ib. Чун патĕнчи племянникĕ. || Сокровенный. N. Эпĕ сана хамăн чун патĕнчи сăмаха каласшăн. N. Вăл вĕсене чун патĕнчи шухăшсене кала кала кăтартнă.

чун тух

испустить дух. Якейк. † Ати килĕнчен тохнă чох, чон тохассăн туйăнать. (Солд. п.). N. Хăш çын вилнĕ чух чунĕ тухаймасăр нумайччен асапланать. Хĕр йĕрри. Вĕл-вĕл чечек, вĕл чечек, вĕлле çинчи сар чечек, вĕçсе анассăн туйăнать, атте килĕнчен тухнă чух чун тухассăн туйăнать. Хочаш. Чонĕ тохас патнех çитрĕ, тортăшса анчах выртать (умирает). N. Чун тухманни анчах! N. Эпĕ сана манас çук кăкăртан чун тухиччен. N. Эпĕ сана хамăн çăвартан чун тухмасăр чĕререн тухас çук. || Испугаться. N. Какой кăшăллăх касас, хам та аран тартăм, улпут хам патналла пырать те, чон тохса карĕ, тесе каларĕ, тет. || Пролей-Каша. Ку вутăпа чун тухĕ. С этими (сырыми) дровами замучишься. ТХКА 28. Ăçта çухалтăн паян, сана шыраса чун тухатчĕ. N. Ах, ман чон тохсах ӳкет. Якейк. Лаша шыраса чон тоххĕрĕ ман, аран аран топрăм (очень долго искал; выражает усталость, также продолжительность). Баран. З8. Санпа тарăхсах чун тухать.

чупса тух

выбежать. КВИ. Эпĕ чупса тухиччен. Ал. цв. 12. Аслă хĕрĕсем хăйсен пурçăн тăрăхĕ çине ылттăн-кĕмĕлпе тĕрлекен ĕçĕсене пăрахса, ашшĕне хирĕç чупса тухаççĕ.

чуптар

заставить бегать, гнать (лошадь). Ск. и пред. чув. 113. Çĕр çĕмĕрсе чуптарать Кан. Татах çуран чуптарать пура хуçи патне. Орау. Салтаксене пĕр вырăнта чуптараççĕ (бегать на месте). N. Хам ачана чуптартăм. N. Унта пĕр-пĕр ачана чуптарас. || Кан. Пысăк тĕвĕллĕ тăлă чуптарса, çурăмсенчен ай ну ислететтĕмĕр. || Ездить рысью. Ск. и пред. чув. 114. Якур пичче çулпала пушкăрт лаши кӳлнĕ те, те çуркунне, те çулла, яртлаттарса чуптарнă. Калашн. 9. Паттăр утăм çине утланса ларса, Мускав шывĕ çине чуптарса кайсан... КВИ. Ав шăнкăрав янăрать, Силпиелле чуптарать. Образцы 48. † Атьăр уттарар и те чуптарар-и çулсем çинче шурă юр пур чухне. Сĕт-к. Авоç килет ман тантăш, квак лашине выллятса, хора çонине янтратса. Чоптарасси полас çок: хора çони çĕмĕрлтĕр, симĕс пĕкки хуçăлтăр. Ib. Унччен эпĕ лашапа чуптарса пăхманччĕ. Тет. Çавăнтан кайран эпĕ лашапа чуптарма вĕрентĕм. ЧС. Киле тавăрăннă чух Иван чуптара та пуçларĕ, эпĕ те унăн хыçĕнчен ерипен чуптара пуçларăм. Сред. Юм. Чуптарнă чуптарман, не то рысью, не то шагом. Юрк. Туран анса Сĕве кĕпер патне чуптарса çитрĕмĕр. Ib. Пичке çине улăхса ларса чуптаратăп, тет (хуралçи). Альш. Унталла чуптракансем (ездящих) сахал курăнать. || Отправляться (ехать, идти). Ашшĕ-амăшне. Хăвăртрах, Иван, лашăна кӳл те, чуптар вăрмана, вăрман хуралçи çуртне. ЧС. Эсĕ часрах тепĕр лашана кӳлсе киле чуптар та, аттесене кала, вĕсем мĕн те пулин тăвĕç, терĕ. СТИК. Ăçталла чуптарат-ши ĕнтĕ тата ку? Куда ты идешь? || Сред. Юм. Онпа сăмахланă чохне хăй маях чуптарас полать, хирĕçтерме йорамас. При разговоре с ним всегда приходится соглашаться, а не приходится возражать. || Случать (животных).

чус

чос, тес. Якейк. Пӳрт çине чос витрĕм. Ib. Чос пӳрт çинче шу тăмасть. С. Алг. † Чуспа витнĕ кĕлете çине пăхса ан хапсăн. СПВВ. Х. Урама тăрăх эпĕ шурă пӳрт ларттартăм, çине çӳхе чуспа виттертĕм. Чертаг., Якейк. Чуспа картланă (или: чуспа тытса çавăрнă). N. † Чусран карта, ай, çавăртăм, тем сар кайăк, ай ларас пек. || Тесовый. Якейк. Чос картая чосран тăваççĕ.

чоска

тезка. СТИК. Эх чоска, эпĕ сана юратап, мана юратми пар-ха. (Чоска тесе пĕр ятлă ачана калаççĕ).

чут

чуть, едва. В. Олг. Хопахра çынсам попляса лараччĕ: çа çыннăн хĕрĕ чут анчах вилес пек, теччĕ (при смерти). N. Чăн аслă янрал пит хăранă, чут аптраса кайман. Чăв. й. пур. 14°. Мана ĕнер кăлава нимĕнсĕрех хĕнесе чут вĕлеретчĕ, тенĕ. Ib. Ашшĕ чут вилмен. БАБ. Çапла çапа-çапа ăна чут вĕлермерĕ, тет. ЧП. Чут такăнса ӳкеттĕм. N. Вара чут анса каяттăмăрччĕ. Ивановка. Мана вĕсем чут анчах хуса çитетчĕç, эпĕ аран-аран киле тарма ĕлкĕртĕм. Ау 16. Эх анне! Мана çак çын чут кăна пăшалпа перетчĕ. Никит. Маччана чут та шаккамаççĕ.

чутах

чуть-чуть, едва. N. Чутах хĕнесе вĕлермен. Якейк. Ати посми çут посма, чутах шуса ӳкеттĕмч. ЧС. Ман чунăм хурлансах кайрĕ (огорчилась), чутах макăрса яраттăм. Çеçмер. Шу ĕçрĕм те чутах антăхса каяттăмччĕ (чуть не захлебнулся). N. Пĕре шыва кĕме кайсан эпĕ хам пуçа чутах пĕтереттĕмччĕ. Регули 463. Эп чутах тохса каяттăмччĕ вăл килин чох. ЧС. Ямшăкăн лашисем шĕл-кĕш ăшне кĕрсе ларнă, аран тухнă, чутах шăнса вилеççĕ мĕн. А.-п. й. 50. Ăçта çиме, чутах хырăма çурса пăрахмарĕ.

чух

чох, пора, время. Конст. чăв. Вара эпĕ: ĕнтĕ кăнтăрла çитет пулĕ, мана ăсатăр, пăрахут çине çиткелесе лараччен чух пулĕ, терĕм. Курм. Атьăр киле, ачасам, киле кайма чох полнă, хĕрсем кĕтсе тăраççĕ полĕ. Б. Хирлепы. Атьăр киле, ачасем, киле кайма чух вăхăт. Бур. Ĕнтĕ ир те пулат, каç та пулат, пире киле кайма чух пулат. Сред. Юм. Сана кайма та чох çиç (пора идти). || ЧС. Ун пек чух нимĕн туни те малалла каймасть. Ib. Çилĕ тата çавнашкал чух таçтан тухат-и тен, улăмпа витнĕ çурт тăррисене çавăрать анчах. Б. Олг. Су пол-ха тепре кориччен. Ста тата тепĕр чох корăпăр çапла, корăпăр. || Впору, как раз. N. Ку пиншак мана чухах. Этот пиджак мне впору. N. Ку мана чу-хах. N. Чох ларать темпир (впору, плотно). Сĕт-к. Ку сăхман мана чохах йорать. Орау. Пăх-ха, ку сăхман мана чухахç? Яжутк. Сăхманне тăхăнса пăхрĕ тет те, чухах пулнă, тет. Регули 1919. Чохах полчĕ сана (чох сана), чох килчĕ. Тайба Т. Кăçал хĕрсем вак кăна, пире выляма чух кăна. ГФФ. † Чух сарлака чĕн пиççи çинçе пилке чох полчĕ. || Во время, как раз. Янтик. Ирхипе тухса кайрăмăр та, чох çитрĕмĕр (= вăхăтлă). || Как раз. КС. Эсĕ Ыраша нумай пулать терĕн, мĕн нумаййи, чух анчах (только хватило). || Точь-в-точь. Изамб. Т. Кĕнеке арчана чухах кĕрсе выртăрĕ. Регули 1314. Ман сăмахпа чох тунă. Ib. 1277. Чох шотлă çӳрерĕмĕр. || Едва, чуть-чуть, кое-как, с трудом. N. Чух йăтса килтĕм. С трудом притащил. N. Салтак хутаçне чух йăтса пĕр çын патне пырса, хăна килĕ ыйтрĕ, тет. Paas. Чух-чух çӳрет (едва). N. Япаласем, çĕклемеллисем питĕ нумай, чух çĕклесе пыратпăр. N. Чох сӳсмен çĕклекенни. N. Чух тарса хăтăлтăмăр. Чув. календ. 1911. Шкулта кĕнекесем сахал пулаççĕ, вăл кĕнекесем ачасене те чух çитеççĕ. || Полный. Çутт. 55. Кĕрет те, арăмпе пĕр карçын чух çăмарта йăтса тухать. || Так! N. Чух кирлĕ сана! Так тебе и надо! Ст. Чек. Ку япала сана чух (гов., напр., избитому). КС. Чухах-ха ăна! Так ему и надо! Орау. Чухах-ха ăна, тек куштанланса çуреччĕ-ха (придирался. Гов. после того, как побили кого-нибудь или что-нибудь потерпел озорник, заслуживший наказание). Ib. Паян Яшка Елекçине хĕненĕ, тит, пасарта.– Чух кирлĕ, çавна шыраса çӳренĕ вăл. Ст. Чек. Ку эсĕр хĕнени ăна чух-ха. Так его и надо. Ib. Сана ку чух-ха! Так тебе и надо. N. Тăшмана çак чух, терĕм. || Посредственный, посредственно. N. Сан ачасем епле вĕренеççĕ? — Чух мар-и. В. Олг. Пĕр чох касат (коса). N. Учĕсем чухрах, çулсем хура. ЧП. Арăм пулсан чух кирлĕ. || Средний, средне. Шибач. Тырă-полă чох полчĕ – ни осал мар, ни лайăх мар. N. Чох вăтам хресчен, средняк. Васильев. Чăххи кĕмĕл сăхсассăн, чăх тытса кĕрекен хôрĕн опăшки питĕ пуян полать, теç, тырă сăхсан — чôх пôрнакан полать, кăмрăк сăхсан – пит чохăн çын полать, теç. СПВВ. Ни ватă мар, ни яшă мар, чи чух! Юрк. Вĕсем пит лутрах та пулман, чух кăна çынсем пулнă. Пролей-Каша. Чух çын, человек умеренного, не очень высокого роста. N. Чух лайăххи тури урам, чăн лайăххи сăрт касси. || Умеренный, умеренно. ХЛБ. Ыраша-и, урпана-и чух акас тетĕн пулсассăн, пĕр ана çине вăрлăхĕ сакăр пăталкка анчах кирлĕ. N. Пирĕн тантăш пит чипер, пирĕн йысна чух чипер. || Количество, мера. N. Нумай чух, много раз. || Достаточно. Юрк. Пӳлĕмĕм икĕ çынна пурăнма пит те чух, пысăк. || Немного. Орау. Чух пирĕн ĕнерен çӳлĕрех те ĕни, çапах та хаклă ĕнтĕ, алă тенкĕ тăмасть. N. Чух çĕрпӳрен иртсессĕн, Йĕпреç вăрманĕ патне çитсессĕн, çамрăк шулĕк калать ваттине. N. Унтан анне мана япаласем парса, ачашласа чух чарчĕ. Имень-к. † Саттин саппан чух кĕске, чух кĕске те, вăхăтлă. || Плохой, плохо. Сĕт-к. Ĕлĕк Ваçок калатчĕ: сарă вăрăм хĕрсене сарай кашти твас, титчĕ; халĕ хуне чох килчĕ, сарай кашти тăвĕ-ши, ыталаса çӳрĕ-ши? N. Хирти акăш çуначĕ чăпар пулĕ пуласси; мана çырнă çын ачи чухрах пулĕ пуласси. Алик. Эй чух акисам, пирĕн куçран ма пăхас, çӳлте çăлтăр курман-и? Тораево. Ĕлĕк Иван калатчĕ: хура вăрăм хĕрсене хуран хăлăп тăвас тетчĕ, ех пулчи чух пулчи. || Смирно, кротко. Якейк. Ай кин Мари пор, чох çӳрени (вести себя как люди) килĕшет. || Когда, пока, раз. N. Эп сухал хырнă чох эсĕ вырт. Артюшк. Тупăннă чух илсе таврăнас, тет. Раз нашлась, так ее взять надо. Регули 121. Вăл килес чох эп килте çок полăп. Ib. 174. Эпĕр килнĕ чох çиçĕм çиçрĕ. Такмак 1. Çитмĕл çухрăм çеçен хир урлă килнĕ чух куртăмăр эпир çил çунатлă урхамах. N. Çĕрелле те çӳлелле куçĕ пăхать утнă чух. N. Урампала пынă чух çĕр чĕтренет лайăххăн. Образцы 19. † Вăрман витĕр тухнă чух çĕмĕрт çинче пирĕн куç, урам витĕр тухнă чух хĕрсем çинче пирĕн куç. Калашн. 8. Хĕпĕртеççĕ çăлтăрсем уйăх тухнă чух, çутăра выляма лайăх тесе. Когда всходит месяц – звезды радуются, что светлей им гулять по поднебесью. Ib. 6. Çил-тăвăл çук чух тинĕс лăпкă тăрать, унăн кĕленче пек кăкăрĕ хускалмасть те. Бес. чув. 7. Пушăрах чух, чĕри ыратнăрах чух вăл вĕрентекентен тата кайкаласа ыйтнă, вĕрентекен кала-кала панă. Янш.-Норв. Пирĕн килте тепри пур чух вăйçăран ирттерет. Регули 291. Ĕç çок чох чĕнмерĕ, ĕç пор чох халь чĕнет. Ib. 292. Эп килте çок чох никама та кӳртмĕç. || В то время, когда. Регули 60. Тумалла чох (чохне) нимĕскер те каламарĕ. Ib. 250. Эпĕр ĕçлемен чох, çын нумай килет. Ib. 61. Çав вăхăтран çӳремелле чох пилĕк хут кайрăм эп онта. Ib. 278. Эп сумар чох вăл коленех килетчĕ. Ib. 283. Эп сумар мар чох онта кайса. Ib. 252. Эп пурмисра мар чох порте ман пата килетчĕç. А.-п. й. 73. Çынсем ĕçнĕ чух пирĕн те ĕçес килет,– тет Ваçлей. Когда люди пьют, нам тоже не мешало бы попраздновать. || Вместо того, чтобы... Четырлы. Çапла ĕнтĕ патшалăха тырă хăйсем сутса пульсă твас чух патшалăхран хăйсем ытаççĕ. || Во время. N. Эх, аван-çке ача чух. Образцы 41. † Атте-анне чĕрки çинче кĕçĕн чух таптанă йĕрсем пур. Регули 1186. Çимĕк чох килĕр; монкон чох кайрĕ. Абаш. Алтаккин чох килсе карĕ (корнăччĕ, встретил, килнĕччĕ). Регули 882. Эп килтĕм çакна тунă чох. Ib. 176. Ĕçленĕ чох ку томтир лайăх. || Букв. 1886. Выльăхсене пăхнă чух пăхатпăр, пăхман чух ахалех çӳреççĕ. || Чураль-к. Пирĕн ял ачи мулатси, шыв тĕпĕнчен чух илет. || Наобум.

чухла

сделать так, чтобы было как раз. Ст. Чек. Чухласа яр (сыпь, напр., муку). || Определить. ТХКА 54. Утатпăр, шыратпăр, алра пуртăсем. Туратсем çăт-çат çапаççĕ. Ăçта çӳренине атте чухлайми пулчĕ. Ib. Кăнтăрла пулсан, аташас та çук эпĕ кунта. Халь çĕрле те, тĕттĕм те, чухламалла мар çав ăçталла каяссине. Шишкин. Ырăпала осала пĕре корса чохлатпăр. ЧП. Хушрĕç айвансене юрлама, ăслипеле ухмахне чухлама. Сред. Юм. Талăкра сирĕн валли мĕн чол çăкăр кирлине чохлаймастăп. Ib. Çак татăк мĕн чол тайнине чохлаймастăп. || Понимать, уразуметь, смекать, соображать, соразмерять. N. Ху чухласа ху пар. Хора-к. Чухлама пуç тăнĕ çук, утса тухма халăм çук. Н. Карм. Чухла = ăнла. Кан. Апла пулсан приккашчĕкĕпе те чухларах (обдуманно) калаçас пулать. Юрк. Ку кам çапнине чухласа илеймесĕр карташĕнче ют çынсем пур-тăр тесе хăраса, килти пӳртри çыннисене: арăм, Матрӳне, часрах тухăр халĕ! тесе питĕ хытă кăшкăрса ярат. Чув. календ. 1911. Кĕлти кучĕсем çапă çине пулмалла чухласа сарас пулать. N. Чухлакан çын чухлатах çав. Уж кто соображает, понимает, так понимает, || Оценивать. Юрк. † Манăн пуçăмра хура шаль тутăр, витсен витĕнĕ йывăç çулçине, çавăнтан пĕлĕр йывăç тăррине, çавăнтан чухлăр Алăм кĕрĕвĕре. || N. Атрисне çухатрăм, чухласа çырса яратăп. || Беречь. Чăв. й. пур. З2. Укçана та чухлама кирлĕ. || Догадываться. Регули 1073. Эп он попленинченех чохларăм. Ib. 54. Эп она вăл попленинчен (вăлсам поплени çинчен) чохларăм. Альш. Кам илтес тиекен вула-вула ку енчине мĕн çырнипе (с тем, что написано об этой стороне) хăй енче мĕн пулнине чухлатăр. || Знать. НР. † Кам осалне, кам чиперне пĕрре корсах чохлатпăр. || Подмечать, наблюдать ГТТ. || Замечать. Альш. Пуçран кăна аран чухлатăн вĕрениччен. || Иметь опыт; испытать. РЖС 2. Вĕсем епле хуйхăрнине хăй ача-пăча ӳстерсе чухланă çын анчах ăнлать. N. Хытă чĕреллĕ çын темĕн курса чухласан та тӳрленмест. || Уметь. N. Унтан ялта пĕр каскалама чухлакан Илье ятлă çын каларĕ... || Наказать.

чухнехи

относящийся к такому-то времени. Янгорас. Асаттесем чухнехине аса илсен, куççуль тухать. Бес. чув. Акă эпĕ пĕчĕкçĕ чухнехине астуса илтĕм-ха, ун чухне вăрман пирĕн анкарти хыçĕнчехчĕ. Янгорас. Эпĕ хам пĕчĕккĕ чухнехине пурне те астумастăп. Орау. Эпĕ ача чухнехи. N. Эпир чухнехи хĕрсем ватлаççĕ. N. Ялта пурăннă чухнехинчен чылай улшăннă мĕн, сухалланса кайнă.

чухăм

чохăм, чохом, на глаз. без веса. Якейк. Эпĕ паян пĕр лав сĕлĕ чохăм (без веса) илтĕм. Сĕт-к. Чохăм, наобум, наугад. Сред. Юм. Виçмесĕр, ахаль куçпа пăхса çиç илекен япалана чохăм илнĕ теççĕ. || Оптом. КС. Золотн.

чухăн

чохăн, бедняк; бедный; бедно. СПВВ. ГЕ. Чухăн тесе начартарах пурăнакан çынна калаççĕ. N. Чухăн = юрлă, çук çын. N. Пĕр ялта икĕ пĕр тăван пурăннă: пĕри пуян, тепĕри пит чухăн пулнă. И. Тукт. † Пуян хĕрĕ теейсе те пуç ывăтса ан тăрăр, чухăн хĕрĕ теейсе те пуçа усса ан тăрăр. (Авалхи юрă). N. Эсĕ кам? — тет чухăн çын. N. Унăн сарă хапхине чухăн пуçпа кам кĕрĕ? N. Чухăн çыннăн чăххи пуян çыннăн куçне кăркканăн курăннă, тет. N. Пуян çынна вĕчĕрхентересшĕн чухăн çыннăн ани пуçĕнчи тырри лайăх пулать, тет. N. Çав хушăрах чухăнтан та чухăн çынсем вутăсăрах тăрса юлчĕç. || Бедность. Шел. З. Питĕ чухăна тăрса юлнă вăл (обеднел). Чт. по пчел. № 17. Чухăнран тухма пулăшнă çын (выйти из бедности). Юрк. Ылттăн сарă, кĕмĕл шурă, мĕн парам ши, тăванăм, эпĕ сире? Эсĕ лайăхри, тăван, эпĕ чухăнри (в бедности), мĕн каласа юрлам-ши эпĕ сире? Бес. чув. Çакăнтан кайран вăл ытла чухăна юлчĕ. Кан. Вара эсĕр чухăнтан чухăна юлаттăр. Тогда вы будете самыми последними бедняками. || Слабый, слабо. Çамр. хресч. Çыра-çыра ламппăра краççын пĕте пуçланипе вут тата та чухăнтарах çуна пуçларĕ. Ск. и. пред. чув. 4З. Сисетĕп эпĕ чухăн ăсăмпа. || Плохой, плохо; больной. Тюрл. Чохăн.

чӳк

чӧк, жертва, жертвоприношение у язычников чуваш. Хорачка. Чӧк, жертва. Хурамал. Эпĕ малтан çав тĕрлĕ асапланнă чух, мĕн тĕрлĕ чук тутармарăм пулĕ, манран ялти чӳк мар, хамăр Белебей уесĕнчи пур чӳк те, вăрманти пĕр тунката тĕпĕ те юлмарĕ пулĕ. Эпĕ така пусса, хур пусса мар, кăрккапа, куянпа таранччен чӳк тутартăм, мана вĕсем пĕри те усă кӳмерĕç. N. Вăл ват юман тăррисенчен пĕтĕмпех ĕлĕк чӳк тунă чухнехи шăмăсене çакса тултарнă. Менча Ч. Тата чӳк тунă кун пĕр-пĕр çын япала илме пырсассăн, вăл япала илсе каят пулсассăн, унтан хăйĕнчен те пĕр-пĕр япалине: алсине, е пиçиххине, е тутрине, е чĕр çиттине, е саррине илсе юлатчĕç. Япала илсе каймасассăн, хăйĕнчен те илсе юлмасчĕç. Вĕсем япалапа пĕрле ăрăскал тивлет каят, тетчĕç. Ib. Чăвашсем çу каçиччен темиçе тĕслĕ чӳк тунă. Тырă-пулăпа, хур-кăвакалпа, пăт-юсманпа, выльăх-чĕрлĕхпе, лашапа, ĕнепе, вăкăрпа, такапа чӳк тунă. ДФФ. Чӳк. В нашем семействе обязанности жреца исполнял отец, а в отсутствие его отправляла эту обязанность мать, впрочем, в том лишь случае, когда совершалось моление бескровное, т. е. моление кашей, лепешкой, юсманом и т. под.; при этом она надевала на голову мужскую шапку. Моление происходило всегда в избе. N. Тата çав ирхинех чӳк ĕречĕпех вăкăр пусатчĕç. N. Чӳке çарамас чӳклеме юрамасть, тетчĕç. Ск. и пред. чув. З8. Чӳк чуклени те сиртен пытанман. Чăвашсем 13. Çырлах, тунă чӳкĕм-кĕллĕм вырăнлă пултăр. КАЯ. Хăшĕ-хăшĕ чӳк хыççăн (после моленья) киле кайма лайăх мар тесе, киреметсене кайса укçа пăрахса кĕлтусан тин тавăрнатчĕç. || Назв. духа. М. Сунчел. Вăкăр çине пусас уммĕн кăна чӳк илет-и, тесе шыв яратчĕç, шыв ярсан вăкăр чĕтресен, ăна учук илет теççĕ, ăна пусатчĕç вара. Т. VI. Пилĕк юсман ывăл-хĕр чукĕ. Азбаба. Айван кĕлĕме, чук, хапăл ил, усал-тĕселтен эсĕ сыхласа эсĕ сир, чӳк, çырлах. (Из моленья). N. Чӳке асăннă япала. С. Тим. Чӳк, çырлах, хăвăн ырă кĕллĕне хăвах хапăл ил. (Из моленья). Сиктер. Выльăхăм-чĕрлĕхĕмпе шыв амăшĕ чӳк çырлах. N. Чӳк, çырлах, килĕшпе, ачам-пăчампа, выльăхăм-чĕрлĕхĕмпе асăнатăп, витĕнетĕп, чӳк, çырлах. (Из моленья). || Жертвенные яства у язычников чуваш. Янш.-Норв. Чук (жертвенные животные) пиçсе аначчен, ялти çынсем уй чӳкне кайма, кашни килте пашалусем пĕçернĕ. N. Хĕрт-сурт пăттине чӳк илсе килмен çынна çиме юраман. Н. Шинкус. Унтан вара ялтан пĕр-пĕр ватăрах старике чукне пĕçермешкĕн чĕнсе анатчĕç. Юрк. Йинке, хĕрне эсĕ памарăн, юрайĕ-ха хĕрĕ чӳк тума. Собр. Чӳкĕçемĕн тĕсĕ, теççĕ. (Послов.). В зависимости от жертвоприношения (закалывалась) та или иная порода животных. N. Çав мăн чӳк тенине тăхăр çул хушшинче тăватчĕç. Вăл мăн чук тенине тырă-пулă акса тăнăшăн тав туса, парне кӳретпĕр тетчĕç.

-чĕ

ччĕ, недостаточный глагол, представляющий собою остаток от формы прошедшего времени тюркского глагола i-meq (быть) — idi (он был) и присоединяющийся к глаголам для образования форм преднастоящего и предпрошедшего времен и сослагательного наклонения, а также к другим частям речи для выражения прошедшего состояния: килетчĕ, килнĕччĕ, килсеччĕ, килсеттĕмччĕ, килĕччĕ; килесшĕнччĕ, килекенччĕ, килмеллеччĕ, ачаччĕ, лайăхчĕ, вуннăнччĕ, эпĕччĕ, çукчĕ, марччĕ. Оп. ис. ч. II. Вĕсем пĕр-кун пит вăрçăлă пурăнатчĕç. Намедни они были в большой ссоре. Ib. Эпĕ атте-аннене систерес мар тесе, куçа хупсаттăмччĕ; куçа хупнине анне курчĕ те, атте енне пăхрĕ. Когда я мигнул, давая эй понять, что не надо сообщать родителям о происшедшем, мать заметила, что я мигаю, и посмотрела на отца. Ib. Сана епле çамрăк çын та качча илнĕ пулĕччĕ. Тебя любой молодец взял бы замуж. Ib. Кăшт çумăр çăвин, лайăх пулччĕ! Хорошо, кабы выпал небольшой дождь! Ib. Ятламасăр юрĕччĕ! Хорошо, кабы вы (нас) не осудили! Ib. Вăл килин, пĕтерĕччĕ вара! Если бы он пришел – тогда беда! („он уничтожил бы“). Ib. Акап пичче арăмĕ пĕлекенччĕ. N. Ун чухнех пăрахса каймаллаччĕ. Оп. ис. ч. II. † Шăтăк-шăтăк шăналăк, шăна кĕмин лайăхчĕ! Дырявый, дырявый полог, хорошо, кабы в него не забрались мухи! Ib. † Ати-апи – чей хорань, ачи-пăчи – чей стаккань: ӳксе çĕмĕрлмĕçин лайăхчĕ Тятя с мамой — самовар, а их детки — чайные стаканы: хорошо, если они не упадут и не разобьются! N. Ӳлĕмрен ун патне япалашăн пырса кĕме çукчĕ вара. N. Унтан пуçне ĕçмелле марччĕ вара. Нельзя было пировать, не пригласив его на пир.

чĕре

сердце. N. Чĕре сикет, сердце бьется. N. Чĕре тапать, сердце бьется. N. Чĕре тапни, сердцебиение. N. Чĕре хуçăлать, серде надрывается. N. Чĕре сиксе ӳкрĕ, екнуло сердце. N. Эпĕ сире курсан, ырă тусăмсем, манăн чĕре тулчĕ савăнăçпа. Когда я увидел вас, добрые друзья, то мое сердце наполнилось радостью. Калашн. 19. Хуçана малтан вăл çапса ячĕ пĕтĕм вăйĕпе чĕре тĕлĕнчен. Образцы 9. † Тантăш юта кайсассăн, çав çунтарать чĕрене. N. Чĕрем хытă хуйхăрат кил-йышсенчен уйрăлсан. Ал. цв. 13. Мана эсĕ хăвăн чĕрӳнти хуйхăна каласа кăтарт. N. Сывă çынăн чĕри те, ӳпкисем те лаях ĕçлеççĕ. У здорового человека сердце и легкие работают хорошо. Ал. цв. 26. Анчах йăмăкин чĕри тӳсеймен. Дик. леб. 48. Хăранипе, пиччĕшĕсене хĕрхеннипе унăн чĕри çунать кăна! Сердце ее ныло от страха и от жалости к братьям. КВИ. Пĕр чунăн çеç хуйхăпа çав каç чĕри çурăлать. Ib. Савăннипе Сетнерин чĕри кăлт-кăлт сикет-çке. Ал. цв. 20. Чĕри хăйĕн хăранипе тытнă кайăк чĕри пек сикет. Ск. и пред. чув. 25. Ăна курсан чĕрисем хытă кăлт-кăлт сикеççĕ. Ал. цв. 13. Юратнă кĕçĕн хĕрĕ анчах хĕрлĕ чечеке курсан, чĕтĕресе кайса, чĕрине темĕскер сăхнă пек, йĕрсе ярать. Ск. и пред. чув. 16. Ырă юрри çăлтăрсен эпир пĕлмен вăйĕпе лăплантарчĕ хуйхинчен Уланкинĕн чĕрине. Ib. 21. Юманкканăн хăлхине çав сăмахсем кĕреççĕ, унăн вĕри чĕрине çите-çите тивеççĕ. Дик. леб. 46. Анчах патша ун сăмахĕсене чĕрине хуман. Но они (речи) не доходили до сердца короля. У. Я. Пĕлĕт пек ушкăн сурăх монгол хирте кĕтет, хăй чĕринчен пĕр юрă шайлать те кĕвĕлет. Ск. и пред. чув. 16. Уланки тус çав юрра хăлхисемпе илтеймест, чĕрипеле кулянса лайăххăн вăл ăнланать.

чĕрĕлле

живым, живьем, заживо. КВИ. Вилсен вилĕп, чĕрĕлле памăп. Ал. цв. 15. Эпĕ сантан ĕнтĕ, сана чĕрĕллех çĕре пытарнă пек, ĕмĕр ĕмĕрлĕхе уйăрăлатăп. || В живом виде, в сыром (невареном) виде.

хăшшĕ

иной, некоторый. См. хашĕ. N. Хăшшĕ, хăш, хăшĕ. Хăш-хăш ялта (в некоторых деревнях) чултан тунă, тата хăшшинче йывăçран лартнă. N. Эпĕ сирĕн патăра хăшшин патне час-часах çӳрекелетĕп. N. Вĕсен хашшĕн çемйисем юлаççĕ.

хĕвел

солнце. солнышко. Ск. и пред. чув. 88. Вут пек хĕвел выляса çул тӳпене хăпарать. Пазух. 92. Хĕвел хĕрлĕ хĕрĕсем, Турай хĕрсем тиейсе, суйламасăр илес мар. Дик. леб 43. Хĕвел анса çитеспе Елисан пиччĕшĕсем вĕçсе таврăннă. Когда зашло солнце, в пещеру прилетели братья. Ib. 36. Хĕвел анса килет. Солнце близилось к закату. Ib. 41. Хĕвел чылай çӳле кайсан... Когда солнце поднялось выше... КВИ. Çутă юхăм унăн айĕнче, çӳлтен ылттăн хĕвел çутатать. Под ним струя светлей лазури, над ним луч солнца золотой. N. Хĕвел анчĕ ту айне. N. Хĕвел кулать сайрарах, шăрши пĕтнĕ чечексен. N. Пĕр пĕлĕт çук, хĕвел çунать. А.-п. й. 42. Хĕвел анса ларчĕ. Тимухха лашине шăварма тухса кайрĕ. НР. Чупрăм-тухрăм ту çине хĕвелпе пиçнĕ çырлашăн. Взбежала я на горку за созревшей на солнце ягодой. ГФФ. Ашшăн-ăшшăн хĕвел пăхсан... Если солнце будет припекать. Ib. Ушшăн-ушшăн хĕвел пăхсан та, хорĕн те тăрăх сохăр йохать. Когда солнце сильно припекает, по дереву (березе) течет смола. Абыз. Çĕр çăввинче çĕр-çырли, çĕр-çырли, çĕр çăввине хĕвел пăхсан, тата пиçес кăмăл пур. Оп. ис. ч. II. Сывлăх пулсан таврăнăпăр, хĕвел пекех çаврăнса. Если будем живы, то вернемся подобно тому, как обращается солнце. N. Хĕрлĕ хĕвел сан умăнта йăлтăртатса тăрать, аялта тен çак пĕлĕтрен витрелетсе çумăр çăвать. Перед тобою блещет красное солнышко, а внизу из этого облака, может быть, льет проливной дождь. Баран. 28. Шĕшкĕ юмана хупласа хĕвел ямасăр тăнă. Орешник глушил его и не пропускал солнечных лучей. ТХКА. 108. Хĕвел тухас пек, çанталăк çуталать. Ib. Хĕвел чылай çӳле улахрĕ, хĕртсе пăхать. Шурăм-п. № 19. Хĕвел анса ларчĕ. Халĕ апат çиет пулĕ, ăна амăшĕ пăтă пĕçерсе çитерет, тет. N. Сивĕ кун виçĕ хĕвел пулать. N. Вĕсен пичĕсем хĕвелре çунса кайнă. N. Хĕвелпе тăрса, мĕн хĕвел аничченех кĕтӳре çӳрет. Чув. пр. о пог. 51. Виçĕ хĕвел курăнсан, сивĕ пулать. Если появятся три солнца, будет холодио. Ib. 42. Хĕвел хĕртсе пăхсан... Если солнце печет... N. Хĕвел витĕр (пăхвă чухне) çăмăр çусан, тата тепĕр çăмăр пулать. Если сквозь солнце (когда оно светит) идет дождь, еще дождь будет. Вопр-Смоленск. Хĕвел тухсанах пĕлĕт айне кĕрсен, çамăр пулать. Панклеи. Хĕвел те пĕлĕт айнех полчĕ (зашло за облако). С. Алг. Кирек ăçта кайсан та пĕр хĕвел, çуратнă çĕр-шывсем шел юлать. N. Хĕвел каялла кайса пăхсан, çăмăр пулать, теççĕ. Якейк. Эс çанашкал покан тусан, хĕвел тепĕр çĕртен тохĕ. Ib. Эс çав окçая парсан хĕвел тепĕр енчен тохĕ. Ib. Ĕнер конăпех хĕвел пăхрĕ. N. Ма мана хĕвеле кăтартмастăн? Почему ты мне не даешь смотреть на солнце? N. Пӳртре хĕвел çутипе çап-çута. В комнате светло от солнца. N. Хĕвел пĕлĕт айĕнчен тохрĕ; хĕвел пĕлĕт айне кĕрсе карĕ. Пĕлĕтсем хĕвел тĕлĕнчен сирĕлсе карĕç. N. Эпĕр хĕвелте ларатпăр. N. Мана хĕвеле тохма йорамасть. N. Хĕвелте çӳреççĕ. N. Старик хĕвеле ларчĕ. N. Ача макăрнă чохне ăна чарас тесе: хĕвел пăхать, ай, хĕвел пăхать, тесе калаççĕ, ача вара чăнахах макăрма прахать те, колма тапратать. Вăт хĕвел пăхса ячĕ, тесе каран колаççĕ. N. Пирĕн ăрам хĕвеле хирĕç пăхса ларать. N. Сар хĕвелте (в солнечные дни) çырла часах пиçет. N. Олăх толли сар хĕвел, кайăк вĕçни корăнать. N. Эпĕр паян кĕлтесене хĕвеле сартăмăр (на солнышко). N. Тĕкĕрпе хĕвеле ак вылят (не пускай зайчиков). N. Эпĕ пулсассăн, çакă уя пĕтĕмпе хĕвел аксан тапратса хĕвел тохаччен сухине туса, тыррине акса çитĕнтерсе, вырса, авăн çапса, тыррине йăлтах ампарсене тултарса хурап, тесе калать тийĕр, тенĕ, тет. N. Хĕвеле пăх та уйăха пăх, хĕвел çути сап-сарă, уйăх çути çап-çутă. Мусирма. Хĕрлĕ-хĕрлĕ, теççĕ ăна, хĕвел çинче ӳснĕ вăл. N. Пĕлĕт çинче илемлĕ хĕр çӳрет. (Хĕвел). N. Пăх-пăх, хĕвел, пăх, хĕвел, çу чашкипе çу парам, пыл чашкипе пыл парам, ачу шыва кайсассăн, кĕвенте пуçĕпе туртса илĕп, сана хĕрли, мана шурри. (Сăвă). Н. Карм. Сирĕн пĕвĕр çинçе, сăнăр хитре, питĕр çинче хĕвел çутти пур. Ст. Чек. Хĕвел хĕлле çулахинчен аялта тăрат. Тюрл. Хĕвел аякка сулăнсан... Когда прошел полдень... Хурамал. Хĕвел аннă чух хулăм пĕлĕт тĕлне ансан, йĕпе пулать, теççĕ. N. Эсĕ апла тусассăн, хĕвел кай енчен тухĕ. ЧП. Пулă çакрăм хĕвел. Изамб. Т. Хĕвел йывăç пĕввине яхăн çĕкленчĕ. N. Хĕвел йăлт (кăшт — если дольше) пăхрĕ те пĕлĕт айне кĕрсе кайрĕ. Солнце проглянуло и опять скрылось. N. Хĕвел яраймăн ху тĕлне (невозможного не сделаешь). Унта аннӳ хĕвел пăхса çӳренĕ (об этом заботилась я). Юрк. Хĕвел ануçăм çанталăк пит хĕрелет. N. Хĕвел майĕ (майнелле) çаврăнса-çаврăнса, каллех пӳрте йăтса кĕрет. N. Хĕвел тĕтреленсен, уяр пулать, теççĕ. N. Хĕвел кутăн, каялла пăхсан çумăр пулать, теççĕ. N. Хĕвел юпа пек тухсан, çумăр пулать. N. Пирĕн тĕлтен Хĕвел анчĕ пулас (наше счастье закатилось). N. Тăвану килнине курсассăн, хĕвел пулса чупса тух. N. Кирек çта кайсан та пĕр хĕвел. N. Вара отсан-отсан хĕвел анса карĕ. Н. Лебеж. Тăвайкки тăрăх хĕвел ӳкет, пиçмен çырласене пĕçерет. N. Чӳречесĕр çӳртра пĕчĕк шăтăкран хĕвел кĕрсен... N. Хĕвел инçе карĕ. N. Курнитсара çыру çырнă чух, хĕвел ӳкрĕ пит çине. Кан. 1929, 178. Шăршлă, нӳрлĕ, хĕвел кĕмен пӳрт. N. Хĕвел виттĕр пăхни. N. Хĕвел тохсан тин... Микушк. Ирхине Хĕвел ӳкет пичĕ çине (на лицо его падает). Торп-к. Карăнтăк виттĕр ылтăм туя кĕрĕ. (Хĕвел). N. Вăл хапха çил хĕвелне шалтăртатать, хĕрӳ хĕвелпе ялтăртать. N. Хĕвел (-е, -ĕн) анма вăхăт ĕнтĕ. N. Çĕн çул кунĕ ырă хĕрлĕ хĕвел пулчĕ. N. Хĕвел ăшă пăхать. N. Хĕвел анарахпа пурте киле таврăнаççĕ (с поля). ГТТ. Мана пĕлĕт çаврака хуран тĕпĕ евĕрлĕ, хĕвелĕ лапка туйăннă. N. Çак кунсенче хĕвел пулмарĕ. Хĕвел ларнă вăхăтра анчах çитрĕмĕр. N. Йĕрекен ачана култарас тесе: „Хĕвел пăхать“, теççĕ. N. Пăхман хĕвеле ирĕксĕр пăхтараймăн (ӳпкелекен çинчен калаççĕ). Никит. Хĕвелпе юр кайсассăн, тулăпа урпа пулать, тенĕ ĕлĕк. N. Эсĕ хĕвел анса лариччен çит (или: килсе ĕлкĕр, или: килме тăрăш). Ты приходи до захода солнца. Сред. Юм. Пăх пăх, хĕвел, ачу шыва кайрĕ вит, квенте пуçĕпе туртса илтĕм, ачуна хĕрлĕ çăмарта парăп, хуна шурă çăмарта парăп. (Поют дети, когда солнце скрывается за облаками). N. Эп сана çавăншăн олталап полсан, ман çине хĕвел ан пăхтăр (пусть помру). N. Хĕвеле май çаврăн. Иди по солнцу с востока на запад. N. Хĕвеле хирĕç, против солнца, с запада на восток. N. Онăн куç пит начарланнă, хĕвел курмас вит олă. N. Хĕвел куçа çиет. Солнце глаза ест. N. Хĕвеле питĕн пӳрт çутă полать. Изба, обращенная к югу, бывает светла. N. Хĕвеле тӳртĕн пӳрт тĕттĕм полать. Изба, обращенная на север, бывает темна. N. Хĕвелпе пĕрле тохса кайрăм. Выехал при восходе солнца. N. Хĕвелпе пĕрле киле кĕтĕм. Приехал при заходе солнца. N. Эс те çавна тусан, хĕвел те тепĕр енчен тохĕ. (Говорят, когда уверены, что он не может этого сделать). N. Хĕвел анса лара пырать. Хĕвел анса пырать. Первое показывает, что до заката близко, а второе дольше, чем первое. N. Хĕвел кăнтăрлаччин вăкăрпа чупать, тет, кăнтăрла иртсен, карсакпа чупать, тет. N. Хăш чухне хĕвел çӳл енчен карталанса тата тепĕр хĕвел пулать. Вăл хĕвел тавраллах çавăрăнать пулсан, „хĕвел карталаннă“ теççĕ. N. Хĕвел каçалана сулăнсан, çĕрте йăвăç мĕлкисем вăрăмлана пуçларĕç (от деревьев протянулись длинные тени). N. Хĕвел ансан пуçласа тепре хĕвел аничченех. N. Хĕвел тухсан пуçласа тепĕр хĕвел тухичченех. N. Хĕвел хĕртнĕ — солнце палило. N. Хĕвеле хирĕç пăркăç пĕренене ман ним кăмăл туртмасть ăна, ан тив юлтăр вăл, тен маччаран çӳлелле хурăпăр, халь маччаналла пураса çитиччен пĕрене çитет-ха. N. Ытти пĕчĕккĕн курăнакан çăлтăрсем, хĕвелтен шутласан пирĕн çĕртен темиçе мĕлюн хут та ытла аякра тăраççĕ, çавăнпа вĕсем хĕвелрен пĕчĕккĕ пек куранаççĕ. СТИК. Хĕвел çинче типĕтнĕ (о копченном на солнце). Ib. Хĕвел тӳпере чух, в полдень. Ib. Паçăр çăмăр çурĕ, халĕ хĕвел пăхат ĕнтĕ епле (говорят о маленьких, если они только что поплакали и смеются). N. Пĕчĕк ачасем хĕвел пĕлĕт айне кĕрсе сулхăнлатсан ак çапла калаççĕ: „Хĕвел! Ача кĕпи шыва карĕ, туртмаллипе туртса ил“. N. Хĕвел апатчен вăкăр çинче пырать, тет; апатран варалаша çинче, кантăрларан вара — кайăк çинче. N. Хĕвел кунран-кун иртерех тухса пырать (ир тухнăçеммĕн ир тухса пырать, кая юлнăçеммĕн кая юлса анса пырать). Янтик. Эп вăхата хĕвеле пăхса пĕлеп. N. Хĕвел хĕлле çӳле каймас. Изамб. Т. Пăхăр-ха, ачасем, епле хĕвел выляса тухать. N. Пăртак кăна хĕвел хĕрри курăна пуçларĕ (утром). N. Хĕвел йывăç пӳ (пĕвĕ) хăпарнă çĕре эпир киле çитрĕмĕр. N. Хĕвел анас патне çитнĕ, тет. Артюшк. Ачамсене пĕр пичĕ хĕвел, тепĕр пичĕ уйăх тавăттăм. Собр. Виçĕ хĕвел тухсан, уйăхĕпех йĕпе пулать, теççĕ. Н. Карм. Хĕрлĕ хĕр пĕлĕт тăрăх çӳрет. (Хĕвел). N. Ача, ку çумăр хĕвелĕ пулĕ, ытла пит хĕртет. ЧП. Хĕвел пăхрĕ — типĕтрĕ. N. Виç хĕвелпе кайман шурă юрсем. N. Кирек ăçта кайсан та пĕр хĕвел N. Вăл вăхăтра хĕвел выляса тухрĕ вăрман çинчен пĕлĕт çине, кун та хитреленсе карĕ. Лобашк. Вăрман урлă сар каччă курăнĕ. (Хĕвел). N. Чипер хĕр пысăк уйпа çӳрет. (Хĕвел). Синьял. Хĕвел витĕ, çу витмĕ. (Кантак). Сятра. Вутсăрах çунать, çунатсарах вĕçет, урасăрах чупать. (Хĕвел). Альш. Çула хăшĕ-хăшĕ куç ыратнипе хĕвел çине тухаймасăр лараççĕ. N. Хĕвел анса пырать (скоро закатится). N. Хĕвел карталаннă (круг вокруг солнца к непогоде). N. Хĕвел тухса сарăлнă (совсем уже взошло). N. Хĕвел кулать, хĕртсе хĕвел пăхать. N. Пăх, хĕвел, пăх, хĕвел, этемсене савăнтар. N. Хĕвел шăвать. Кив-Ял. Хĕвел тухать хĕрелсе çут тĕнчене çутатса. (Вăй юрри). Нюш-к. Иртсе пыракан çын пичĕ çине тĕкĕрпе хĕвел çуттине ӳкерес. N. Хĕвел кашни кун ир тухнăçемĕн ир тухать (ир анса ларнăçемĕн ир анса ларать). Курм. Вăрмана çитсен, хĕвел анса та ларчĕ. Аттик. Хĕвел кашни кун пĕçернĕçем пĕçерет. N. Хĕвел ир хĕрелсе тухсан йĕпе пулать (вăл кун çăмăр е юр çăвать), теççĕ. КС. Ура питне хĕвел çапрĕ (насквозь, сильно прожгло). Трхбл. Хĕвел пирĕн йĕтем пысăккăш, тетчĕç ваттисем. N. Хĕвел пит хĕртет. N. Хĕвел тухнă çĕрелле çитрĕмĕр (ко времени восхода солнца). N. Паян эп тăрсассанах хĕвел тухрĕ. Красн. Горка. Хĕвел питĕ хытă пахать. Сĕт-к. Хĕвелин пăхасси номаях мар та-ха; час кĕлет айне хопланмалла. || Назв. божества. Магн. М. 63, 64. Хĕвел ашшĕ, амăшĕ, хăлхи, çоначĕ, ори. || Клятва. Ст. Чек. Хĕвел, илмен эп ăна. Сред. Юм. Хĕвел пôр! (Тôпа туни). Орау. Мĕн эсĕ çын çинчен çука калаçса çӳрен: эпир хĕрсемпе ун-кун, апла та капла çӳренĕ, тесе калаçса çӳрен? — Çук, Якку. Ак, хĕвел, калаçман. Ăна сăмах вĕçертнине (что болтают зря) ху та пĕлен-çке.

хĕвĕш

торопиться, беспокоиться, суетиться. N. Ахаль кунсенче халĕ эпĕ вут хутса сӳнтериччен çывăраттăм, çак калăм кунĕ çуталнă-çутăлманах тăраттăм та, урана сырса, пите çуса, шăллăмăран (= шăллăмран) ăмартмалла: çынсем каймаççĕ-ши, çырмара тĕтĕм тухни курăнмас-ши, тесе, хĕвĕшеттĕм. || Бегать взад-вперед. Орау. Мĕн хĕвĕшетĕр ĕнтĕ паян: тухатăр-кĕретĕр, таккулăх пӳрте сивĕтетĕр. СПВВ. ИФ. Хĕвĕшес — пĕрмай çӳрес: кĕрес те тухас. Акă сивĕре: мĕн хĕвĕшетĕр, пӳрт сивĕнет, теççĕ.

хĕл

зима. N. Хĕл, хĕлле. Орау. Пĕр вăтăр улт çул хушшинче хĕл кун пек час ларман. N. Кăçал хĕл ир ларчĕ. N. Хĕл иртрĕ (также: çитрĕ). N. Хĕл нумай юлмаст (осталось немного до весны). N. Хĕл ларчĕ. Установилась зима. N. Кăçалхи (или: ку) хĕл — хĕл пек те мар. N. Хĕл килет (или: пулать) пуль! Видно, хочет быть зима. N. Хĕлӳ анчах ларать халь, эс çулахине шухăшлатăн! Еще только зима наступает, а ты уже думаешь о лете (о летнем). А.-п. й. 65. Çук, апла юрамасть, пĕчĕк кайăка усрава илнĕ йăвăçсен çулçисене пĕрне те ан тивнĕ пултăр, вĕсем хĕлĕпех симĕс тăччăр, тенĕ. ГФФ. Хомăш котне пăр шăнсан, хĕл полнине тин пĕлчĕç. Только тогда узнали, что наступила зима, когда обледенели комли камышей. Рак. Хĕл уйăхĕ улт уйăх, çу уйăхĕ çич уйăх. В. С. Разум. КЧП. Хĕле хирĕç, к зиме. Изамб. Т. Халĕ хĕле хирĕç. N. Хĕл ларас уммĕн, перед наступлением зимы. N. Хĕлччен инçе-ха. Туперккульос 36. Çывăрасса та хĕл хушшинчех чӳречесене уçса ярса çывăрма пултарать. Кан. 1927, № 212. Хуртсем хĕле аван каçсан, вăсене çуркунне пăхма аван. Баран. 161. Çула пит шăрăх пулать, хĕл сивĕ килет. Е. Орлова. Хĕл айне полаттăр. Вас застанет зима. N. Кăçал хĕл час ларĕ. N. Хĕл хырăмĕ аслă, теççĕ. (Послов). N. Хĕл хырăмĕ пысăк, теççĕ. Регули 1205. Ку хĕл иртнĕ çĕрте çĕр сом илтĕм. Ib. 392. Хĕл полĕ (или: полать) ĕнтĕ. N. Хĕле кĕриччен (до зимы) эсĕ килме тăрăш. Т. VI. Эпĕ хĕле кĕриччен качча каймалла (должна выйти замуж). Унтан хĕлĕ пулчĕ, тет те, хĕрĕ те качча каяймарĕ, тет, карчăкĕ те вилеймерĕ, тет. Изамб. Т. Çапла вĕсем ĕçлесе хĕле кĕрсе каяççĕ. Ала 96. Пурăнсассăн-пурансассăн, çакă мĕскĕнсем тата хĕле кĕрсе кайнă. N. Хĕле кĕретпĕр, начинается зима. Орау. Хĕле кĕни нумай пулмасть халь. Зима наступила недавно. N. Хĕле кĕрет, наступает зима. N. Хĕле кĕретпĕр ĕнтĕ. Истор. Киле каяс тесен, хĕле кĕтĕмĕр; капла пĕр усăсăрах киле кайсан, пире никам та ырă сăмах калас çук, хамăртанах кулĕç. Изамб. Т. Халĕ хĕле хирĕç (к зиме). N. Ул хĕлте те атă ĕçлесе нумай укçа тупрĕ. N. Унтан хĕл иртрĕ, çуркунне çитрĕ. КС. Выçлăх чухне çур хĕлтен çуркуннене çитичченех йăтса тăратса пурантăмăр (больных животных, которые ве могли сами подниматься). Ст. Шаймурз. Петрав иртсен тăри юрласан, хĕл час ларать, тет. Кан. Çак савăта иртнĕ хĕлте юсама тытăнчĕç. Якейк. Хĕле хирĕç чӳречесене питĕртĕмĕр. N. Хĕл пĕтеспе (или: иртеспе) карĕ. Уехал в конце зимы. СТИК. Хĕл лараспа (к зиме) çанталăк пит сивĕтсе çитет. Сред. Юм. Нӳхрепе пăр хĕрсан, хĕлтен хĕле çитечченех пырать. N. Арман пĕвинчи пулла хĕл пĕтерет. || В переносном смысле. N. Нихăçан та çынна сăмахпа кӳрентермест, йытă çурине те хĕл кăтартмасть.

хĕл каç

провести зиму, прозимовать. Регули 1209. Эп хĕл каçнă çĕрте анчах вăл. Ib. 1210. Хĕл каçнă çĕре аран килчĕ. Собр. Çӳрерĕмĕр эпир кĕçĕн чух, çичĕ хĕл те каçнă палам (= пăлан?) пек. N. Эпĕ хĕл каçаччен çав шкулта хута вĕрентĕм. Товси Ц. Хĕл каçмалăх вот хатĕрлерĕмĕр. N. Ан манччĕ ĕнтĕ: пире те тархасшăн хĕл каçмалăх тырă парччĕ. N. Хĕл каçиччен, до конца зимы, за зиму. Регули 1208. Хĕл каçиччен виççĕ кортăм. За зиму я видел трижды.

хĕн

нужда, несчастье, страдание, мученье. КВИ. Асап килсен, хĕн килсен, шухăшласа ларатăп. N. Сан чĕрӳ анчах хĕн витĕр савăнаç пĕлместчĕ. Изамб. Т. Халĕ ĕнтĕ çуклăхĕ пĕр хĕн, ывăлĕсем суккăрри тата ытларах хĕн. N. Сасартăк хĕн килсен, икĕ çивĕчĕллĕ çĕççе час туртса кăларма пулать, тесе, эпĕ ăна кăларса пăхрăм. Турх. Ман савăнăç эс пулатăн. Хĕнре сана манмарăм. О сохр. здор. Çавăнпа вăл ĕçлекенсем яланах хĕне ереççĕ. || Трудность. N. Анчах ăна вырăна кĕресси хĕнсĕрех пулман (было не без трудностей). Т. IV. Çуркунне шыв хĕнпе кайсан, çăв йăвăр пулать, теççĕ. Янтик. Шăнкăр-шăнкăр туй килет, пирĕн аппана хĕн килет. (Свад. п.). || Трудные обстоятельства. Баран. 99. Хĕн килнĕ хутра хуçи хутне кĕрет (собака). В Трудный, тяжелый. N. Эпĕр питĕ хĕн çĕрте тăратпăр. N. Эсĕ ĕçлекен ĕçсенчен тата хĕнтерех тата аслăрах ĕçсем пур. Бгтр. Трудно, тяжело. N. Пире ку вăхăтра хĕнтерех килчĕ. N. Епле хĕн пулсан та, çыру ямасăр ан тăрăр. Пухтел. Кусартан пуçне хĕнччĕ-ха. Изамб. Т. Ун чухне тата хĕнтерех пулĕ (труднее). N. Питĕ хĕн килĕ. Пирĕн тăшман пит усал. N. Авалхи саманара çӳреме те пит хĕн пулнă.

хĕне юл

впадать в нужду. N. Кахалсем хĕне юла пуçларĕç. || Становиться трудным. Эпĕ вара хĕне юлтăм (впал в нужду).

хĕн кур

болеть, страдать, мучиться; терпеть притеснения. Абыз. Эпĕ йăтас çӳпçине ыр çын йăттăр, ыр куртăр, ыр куртăр та хĕн куртăр. Полтава. Улпут алли айĕнче пурăнса хĕн курнă. О сохр. здор. Çын пĕр-пĕр чирпе хĕн курса пурăнать пулсан, унăн ачи-пăчи те çав чирпе çуралать. Пшкрт. Вăл нумайран хĕн корат (давно хворает). Ой-к. Аран-аран çӳренĕ хĕн курса. Тюрл. Ах-ах-ах, çич çултанпа хĕн курап. (Когда человек вздыхает о чем-нибудь, то произносит эти слова как бы шутя). Кан. 1925, № 46. Лашапа та, çуран та çырми урлă хĕн курмасăр каçмалла мар. N. Йоман йӳç те хĕн корат (хворает).

хĕне

бить. Ст. Чек. Ай-уй, ачам, сана ачасем хĕнерĕç пулĕ, пит хурланса йĕрен. Ах, дитя мое, тебя, вероятно, прибили ребята, что ты так горько плачешь. А.-п. й. 33. Хĕнерĕç-хĕнерĕç те, упа тирĕ тăхăннă такасем тӳп кайса ӳкрĕç. Ib. 84. Шалт хĕнесе пĕтерчĕç. Ib. 92. Пуçларĕ, тет, улпута чашлаттарса хĕнеме. Ib. 99. Пуçлать Сахар хĕнеме мăн улпута çурăмран. Капк. Хĕнекенсенчен пĕри ăна çăварĕнчен хупласа çапла каланă... Юрк. Асли, Митукĕ, хĕрарăмсем пек, сарăм хĕрринчен ыт-ахальтен кĕлте кучĕсене анчах хĕнесе пынă. Шел. 45. Вара эпĕ хĕнерем-и мĕн-ха ĕричакпа? КС. Эп ăна кăçал ак çак патакпа хĕнесе пурăнтăм. N. Юна ӳкериччен вĕтнĕ (хĕненĕ). СТИК. Çынни те усал-ĕçке ĕнтĕ, паян вара çавăнта ачана хĕнессĕм хĕнет (так и лупит), никам курасран та хăрамаст пуль. Ст. Чек. Хĕне-хĕне анкă-минкĕлетнĕ (сделал его почти полоумным). Чăв. й. пур. 30. Çапла хĕне-хĕне, арăмĕ чире ернĕ вара. N. Тытса хĕнесе пăрах. Янтик. Лайăх хĕнесе илтем-ха лешне. (Говорят самодовольно). N. Хĕнесе пăрахрăм та лешне, халь йĕрсе выртать-ха. (Поколотил того, он теперь лежит и плачет). Сред. Юм. Хĕне-тăр-качă отайми тунă. Альш. Чунне хĕнесе мул хывакан, ут пуçĕ-тĕр унăн чĕрисем. || Переносно — утруждать. N. Вĕсем ун пек ĕçпе пуçĕсене хĕнемен.

хĕнĕш

трудность, тяжесть. N. Эпĕ килте пăрмайтарах чирлеттĕм, ак кунта хĕнĕш те пур, итту килнĕренпе те пĕре чирлемен.

хĕрĕх

сорок. Оп. ис. ч. II. Пĕр юпа тăрринче хĕрĕх кĕлте ларать. (Куршанак). На столбе сорок снопов. (Репейник). Хурамал. Кăвак сăхмансенĕн хĕрĕх пĕрме, çирĕм пилĕк сумлăх йĕс тӳмме. У серого кафтана сорок сборок, на нем медных пуговиц на двадцать пять рублей. Такмак. Çак хăтапа тăхлачăн хĕрĕх (символ, число) кун тунă сăри пур, тет, хĕрĕх кăшăлла пичкине хывнă, тет. (Такмак). N. Хĕрĕх шăл витĕр тухсассăн, хĕрĕх яла сарăлать, теççĕ. (Послов.). Орау. Хĕрĕх шăл хушшинчен тухсан, хĕрĕх яла сарăлать. (Послов. о речах и слухах). N. Хĕрĕх хăвăçăн тăрри пĕр. Зап. ВНО. Хĕрĕх чăрăш пĕр турат. (Авăн йăвăççи). N. Пытаракансем хĕрĕх утăм кайсанах, вилнĕ çыв тухса кăшкăрать, тет: ан кайăр, эпĕ те пыратăп! тесе. В. Олг. Хĕрĕх иккĕ = хĕрĕх икĕ пус = 12 коп. Ib. Хĕрĕх пиллĕк = хĕрĕх пилĕк пус = 13 коп. Ib. Хĕрĕх тăххăр = хĕрĕх тăхăр пус = 14 коп. Шибач. Хĕрĕх пилĕк пус = 13 копеек. Я. Турх. Хĕрĕхелле пур вăл. Ему около сорока лет. ТХКА 82. Хĕрĕхелле çитсе пулин те, Санюкшăн кулянса çӳçсем кăвакара пуçларĕç. Нюш-к. Хĕрĕх çиччĕсенче пулĕ ĕнтĕ у; у хĕрĕх çиччĕре; у хĕрĕх çиччĕсенчен иртнĕ ĕнтĕ. Календ. 1904. Аслă типĕ, урăхла ăна хĕрĕх кун типпи теççĕ, мĕншĕн тесее вăл хĕрĕх кунччен пырать.

Хĕрлĕ Çар

Красная Армия. N. Паян ман çĕршыв Хĕрлĕ Çарĕ тăвансене ирĕк кӳрет. N. Совет Хĕрлĕ çарне тĕнчипеле мухтаççĕ. N. Эпĕ паттăр Хĕрлĕ çара юрăхлă пулнăшăн савăнатăп.

хĕрт

калить. N. Хăпарса тухнă вырăна, хĕртсе сивĕтнĕ еппе шăтарса, çупа сĕрмелле. Орбаш. Мулчине (баню) ĕлĕкхинчен виçĕ хут хытă хĕртĕр (натопите) Орау. Пăшатана хĕртсе тинĕс шывне вĕрилантараймăн. А. Рекеева. Килте ача-пăча чирлесен часах юмăçа каяççĕ; вилнĕ çын тытнă пулĕ, çав аптăратат, тесе, чӳк тăваççĕ, хĕртсе пăрахаççĕ. || Палить (о солнце). ЧП. Хĕртсе хĕвел пăхрĕ те, сăрлă юпа тăрăх сăрă юхрĕ. Ыраш 18. Хĕвелĕ вара, çăвах кăларасшăн пулмалла, хĕртет. Тет. Çула хĕвел хĕртерех парат. Изамб. Т. Сăртсене хĕвел хĕртет. N. Мĕншĕн тесен унти хĕвел вăрахчен хĕрӳ хĕртмест. И. Афанасьев. Эпир вăрмана кайнă чухне питĕ хĕртсе хĕвел пăхатчĕ. Б. Яныши. Çанталăк уярччĕ, хĕвел хĕртсе пăхатчĕ. N. Хĕвел çилсĕр пит хĕртсен, вăйлă (пăрлă) çăмăр (тепĕр куннех) пулать. || Бить, лупить, хлестать. А.-п. й. 83. Сиксе тухаççĕ те, тытăнаççĕ Иванăн ачисене саламатсемпе хĕртмешкĕн. N. Анне мана тытрĕ те, пĕр хурăн хулă хуçса илчĕ те, ну хĕрте пуçларĕ. Етрух. Кил хуçине саламатпа питĕ хĕртсе хăварнă. М. Сунч. Эпĕ уява тухасса тухаттăм та, анчах атте хĕртсе кĕретчĕ (с побоями уводил домой). N. Мĕн тăвĕ мана вăл? — Пĕре хĕртсе илĕ. Что он мне сделает? — Только отлупит, и больше ничего! N. Эс кунтан каймасан, эп сана çак туя пĕтичченех хĕртсе илем (я тебя палкой отлуплю)! Ск. и пред. чув. 75. Çынсем мунча кĕреççĕ, çимĕк курăкĕпеле çан-çурăма хĕртеççĕ. Ягудар. Хĕртсе ярас пулать çырмана. || Переносно — драть. Кан. 1928. Хулара кăраççын çуккипе ялтан пынă усламçăсем хакне хытă хĕртеççĕ. || Крыть, продергивать (кого) в газетах. Слакбаш. || Уписывать. Альш. Çитти сарăлат та, тĕрлĕрен çиме тухат, тет. Акă тетĕшсене май килчĕ, тет, ахаль хĕртеççĕ, тет. См. наччасра. || Об изжоге. Юрк. Пыр хĕртсен çумăр пулат. Календ. 1907. Ывăннă пек туйăнать, ыйхă килет, пыр хĕртсе тăрать, çăтна чух ыратать. || Заставить преть. Сред. Юм. Салат тумалла тырра шӳтерсен, ôрайне сарса шăтараççĕ (кĕççĕлентереççĕ), вара кôпа туса хĕртеççĕ. Якейк. Хветӳт армань çăнăх лайăх тумасть, хĕртсе кăларать.

хĕсĕр йăвăç

шиповник. Шарбаш, Кубово. Хĕсĕр курăкĕ, назв. растения. Шурăм-п. Хĕсĕр курăкĕ шур хутаçлă. Çав лаптак шурă хутаçра вăррисем пур. Нюш-к. Хĕсĕр курăк. Вăл икел тăкăннă вăхăтра çăвăлчисене тăкса, шурă чечек майлă турачĕ вĕçсе усса ларать. Ib. Эпĕ Хусана кăçал августăн 17-мĕшĕнче вĕренме тесе килнĕ чух хĕсĕр курĕк турачĕ вĕçне шуратманччĕ. Пĕр курăкне çĕклесе çитерес тесе татнăччĕ те, ларса каннă çĕре манса юлнă.

хĕсмет

служба. Уралка. Вăл хĕсметре тăрать (салтакра тăрать). Хурамал. Эпĕ 25 çул хĕсмет турăм, патшана хăйне курмарăм. Ялюха М. Пĕри те икĕ пуяна хĕсмет таваймĕ. Никто не может двум господам служить. Н. Карм. Хĕсмет ту (= пулăш). Ёково. Хĕсмет — чун тăвăрланса çитнине калаççĕ.

хĕç тир

то же, что хĕç витĕр ил. Б. Яныши. Эпĕ Микул ятлă ачапа сакăр çулта чухне ялан Тихăнсам патне хĕç тирме каяттăм. Эпĕ каç пулсан, Микулапа: ыран хăшĕ малтан хĕç тирме килĕ, тесе тупăшаттăм.

хĕтĕрт

побуждать, заставлять что-нибудь делать; науськивать, натравливать, подстрекать. Истор. Вара хрантсуссен патши турккăсене вырăссемпе вăрçă кăларма хĕтĕрте пуçланă. N. Вăл ăна сута кайма хĕтĕртнĕ. Он заставил его подать на суд. Сред. Юм. Лайăхрах хĕтĕртес пулать она, хĕтĕртмесĕн пит тума хытланмас ô ĕçе. Ib. Эсĕ мана пит ан хĕтĕрт те, эпĕ те каяйрап тем ôнта. СПВВ. ВХ. Хĕтĕртме — пĕр çын теприне пĕр-пĕр япала тума хушать. Ск. и пред. чув. З4. Чуиĕсене хăпартса, ташламашкăн хĕтĕртет. КВИ. Ватă юман хыçĕнчен шуйттан татах хĕтĕртет.

Хветĕр

хр. имя мужч., Федор. ГФФ. Хветĕр юрри. Песня, которая пелась Федором. N. Ку юрра Хветĕр арăмĕ юрланă. СТИК. Çак Хветĕр ăçта, ĕçлеме кайни? Эпĕ ăна тем курмастăп? — Вăл чӳрече лартса çӳреме кайнă (нищенствовать). Чураль-к. Хĕрсем ăçта, ăçта? — Хветĕр хули хыçĕнче.

шай

равенство, равнение. СТИК. Ак çак йĕр шайĕпе çулса пыр. Коси, соображаясь с этим следом. N. Пĕр шай — одинаковый. N. Кунти хак шайĕнчен, в сравненин со здешними ценами. N. Çав шайран шутласан ĕнтĕ хальхи вăрçă хатĕрисенчен шалт тĕлĕнмелле. || Ровный. Тюрл. Иккĕш те пĕр шай (ровны). N. Тупă етри шăтăка (в окоп) лексен, çынни-мĕннипе пĕр шай туса тухать (сравняет). Сред. Юм. Миçе аршăн кирлĕ-ши ман валли пĕр халата, ытлашки илес марччĕ, шайтарах çиç илесчĕ те чăркуççипе шайтарах çиç тавасчĕ халатне. Ib. Эпĕ паян вăрмантан пĕр пôрăк шай çырла татса тавăрăнтăм. N. Çуллахи шайран çурри те çук. || Глазомер. СПВВ. ФИ. Шай – япалана куçпа виççĕ чухлани. || Ровновесие. КС. Шайне ту, уравновесь. СПВВ. Шай килет. Ib. Шай килес çук. Ib. Шай килмес капла. || Расчет. СТИК. Вăл пит шайпа пурăнакан çын. Он человек расчетливый, умеет жить, применяться к обстоятельствам. || Расчетливо. Сред. Юм. Хăйне хăй шай пôрнать. (Хăй çăкрине хăй çиет, тыр ыйтма çын патне каймас тени полать). || Фин. Вăл еррипе (scr. яррипе), кăна шайпа çӳресе тăвать пур ĕçе те. || Лад. Ст. Чек. Ăна хăй шайĕпе кăна пымалла. Его надо лишь гладить по шерсти. Калашник. 6. Ĕлĕкхи шайпа юрă хутăмăр. N. Шай хытлан! Потише! || Шарик для гаданья.

шавла

шуметь, бурлить. Вопр. Смолен. Çăмăр пĕлĕчĕ шавласан, пит вăйлă çăмăр пулать. СТИК. Шыв шавлать. Янтик. Пирĕн Пăла мĕншĕн шавлать, шавлать шывĕ тулнăран. Елкер. Мăн Атăл выртать шавласа. КВИ. Шавлать, кашлать сĕм вăрман, вĕçе-хĕрри курăнмасть. Никит. Çил вĕрнипе хумханса, пуçне тайса, шавласа çеç ларать. N. Вырăссемпе тутарсенĕн ялĕсем пысăк шывсем хĕрринче шавласа сарăлса ларнă. Якейк. Праххот иртсе кайсан, шу çыр хĕрне çитсе çапса пит хытă шавлать. Когда пройдет пароход, вода с шумом набегаег на берег. КС. Шавлать. (о звуке пароходной машины). Утăм. Шавлар та мар. БАБ. Ан макăрăр, ан шавлăр. Не плачьте, не шумите. В. Буян. Килнĕ хăнасем пит шавлаççĕ, вĕсен каяс вăхăт çитнĕ пуль. N. Эрекне илнĕ укçа парса, шавламасăр ĕçни мĕн усси! Б. Янгильд. Çапла пăрçа çисе ларнă чухне çын шавласа пуни курăнсах карĕ. ПТТ. Вутă (дрова) парăр! вутă парăр! тесе, килĕрен килле кĕрсе, шавласа, кĕрлесе çӳреççĕ. Бугульм. Ик куçăмран куççул юхать шавласа. Стюх. Савни анать шыв хĕрне сассипеле шавласа; сасси акăш сасси пек, пĕвĕ Атăл хумăш пек. Изамб. Т. Унсăрăн шавласа каймаллаччĕ. N. Шавласа кайма пуçларĕç. Баран. 19. Шав шавласа, кĕр кĕрлесе пурте харăс тапранчĕç. N. Шавлани, шум. || Говорить громко, разговаривать. N. Тилли калать, тет: ан шавла-ха эс (молчи-ка ты), эпĕ пит тарларăм, тесе калать, тет. N. Кайса пăх, мĕн шавлĕ? Сходи, что скажет. БАБ. Эпĕ мĕн курнине, мĕн илтнине пĕртте шавламарăм (промолчал). N. Эпĕ вара каласа та анлантарас çуккине курса, малалла нимĕн те шавламарăм. N. Шавласа калаçни, громкий разговор. N. Сĕра ĕçе-ĕçе хăнисем ӳсĕрĕлеççĕ, унтан вара пĕр-пĕринпе (= пĕр-пĕринне) хытă шавласа калаçаççĕ, тата юрлама пикенеççĕ. Юрк. Çапла шавласа калаçса ларнă вăхăтра Карачăмĕ калат... Ib. Шавласа ларăпăр. Будем беседовать.

шакка

стучать. N. Кĕçĕр хуралçă çĕр-хута шаккарĕ. N. Тахăшĕ чӳречене (чӳречерен) патакпа шаккарĕ. Карсун. Çав кун пĕр çын чӳречерен шаккаса: пухăва тухăр, паянхи каç пурте мунча хутса кĕрĕр, терĕ. Васильев. Каллах шаккать кантăкран. Альш. Тăватă уччастка тăватă урăм хуралçи. Вĕсем çĕрле туясем шаккаса çӳреççĕ вара. N. Кĕçĕр хуралçă çĕрĕпе шаккарĕ. Хăр. Палля 7. Хулăн кĕнекене шаккаса: мĕн ыратать? тесе чĕнет. ТХКА 129. Йăс чĕлĕмне тытрĕ те, сакă çумне шаккаса, кукăр пуçа тасатса, çапла сăмах калаçать... А.-п. й. З9. Ула-такка Сахар лавĕ çинчи пичке тĕррине хăпарса ларчĕ те шĕвĕр сăмсипеле шаккама тытăнчĕ. Шаккасан-шакасан, пичке хăми витĕрех шăтса тухрĕ. Ib. 42. Тимуххан килĕнче виçĕ ахар йытă пулнă. Хапхана шакканă сасса илтсенех, кĕсем сикрĕç-тухрĕç те урама, тытĕнчĕç тилле хăваламашкĕн. Юрк. Пĕр çур çул ытла вĕренсе, темиçе урай хăми пек хулăн хăмасене шаккаса шăтарса пĕтерсен, тин пĕртак парапан çапма вĕренет. Кан. Çав чăркуççи çинче кукленсе чула шаккаса лараканскер çын вăл. || Плести (о лаптях). Кан. Хресченсем пӳртре пĕчĕк пуçлĕ çăпатисене шакка пуçларĕç. || Бить. Никит. Лешĕ кушак мĕн пулсан, ăна патакпа шаккаймалла-мĕн, вара вăл каллах çын пулса ларать. Альш. Тытăнать, тет, ку тукмакĕ кунăн тетĕшĕсене шаккама. N. Ку таранччен пере (= пире) пит хытă хуса килчĕç, ура кĕлинчен шаккасах. || Убивать. Орау. Шаккаса пăрахнă, убили, укокошили. СТИК. Шаккаса пăрахнă, укокошили, пристукнули. || Расколоть, разбить (напр. стекла в доме). Кан. Христохвора мĕн,— каять те шаккать. || Кушать, есть. Кильд. Тытса чарăнми кăвак лаша пур, тапăртатса вăл пырать, вăлă мĕншĕн кĕçенет, типĕтнĕ сĕлле вăл шаккать. Ала З0°. Чăнкăр та чăнкăр трантас пур, çавă трантас мĕскершĕн, сысна çуне вăл шаккать. Орау. Шаккăр, шаккăр çăмартисене! Кушайте. N. Шакка! (яйцо), т. е. ешь. || Пить. Ерех. Пит вăйлă вĕсем кунта ĕçрĕç, пĕр четвĕрт эрехе шаккарĕç (выпили). Унтан тата вунă путилкке сăра ĕçрĕç. || Высекать огонь. || Наказывать. N. Никам та ан пăрăнăр, пире ан пăрахăр, пирĕн хута кĕрĕр, тесе шаккаса каласа ямарĕç-и? || Щелкать. Баран. 25. Шăртне тăратнă, шăлне шаккать (волк). Ib. 124. Ик уранăн тăрать, хăрушă мĕкĕре пуçлать, шăлне шаккать (медведь). || Намекать и требовать. Орау. Ку Ларкка укçашăн шаккать те шаккать, çтан тупса парас куна. Ib. Куçлăхне çухатсан тепре илтересшĕн пайтах шаккарĕ те, эпĕ те питех хыпмарăм. || В переносном значенни (в форме деепричастия, чаще всего означает — ни с чем, безрезультатно). Орау. Ала илме карăм та, малтан парап терĕ, унтан арăмĕпе темскер тухса пăшалтатрĕç те, памарĕ те. Ахалех шаккаса килтĕм вара (ни с чем вернулся). Якейк. Ман Ивантан виç тенкĕ илмеле те-хе, тахçан илес.— Пайтах шаккаса (илимасăр) çӳрĕн-ха! Вăл çынна часах кăларса памасть.

шакăртаттар

понуд. ф, от шакăртат; производить стук, стучать. Выçăхакансем 26. Вĕсем кашăксемпе епле шакăртаттарни хăлхана йĕкĕлтет. Ib. 11. Таканлă атăсемпе шакăртаттарса, пирĕн патра виçĕ салтак-милитсионер кĕчĕ. Çутт. 68. Çул çинче сасартăк урапа шакăртаттарни илтĕнчĕ. Йӳç. такăнт. 19. Куньккипе шакăртаттарса алăк патнелле утать. Орау. Алăка такăш шакăртаттарать. N. Шăтăк умĕнче ун чухне те çак çăл шакăртаттарса тăп тăррăн юхса выртатчĕ. Ib. Лаша пăхсене кил-картинче кĕреплепеле шакăртаттарса пуçтарнă пек. N. Вара эпир урапа çине лартăмăр та, киле шакăртаттарса таврăнтăмăр хĕрсĕрех. Сред. Юм. Шакăртаттараканни тесе ял хоралçисен шакăртаттарса çӳрекеннине калаççĕ. Орау. Шакăртаттарать (стучит, караульщик). БАБ. Алăкĕсене пырса шакăртаттаратчĕç, тет (стучали палками или задвижками). КÇ. Эпĕ патакпа ракатка (изгородь) патаккисене тăршшипех шакăртаттарса тухрĕм. Чебокс. Атьĕр чарапа хупласа çиелтен шакăртаттарар, терĕç (мертвого петуха). N. Качака урайне шакăртаттарчĕ (унăн пăхĕ шакăртатса ӳкет). || Орау. Кĕçĕр çанталăкки шакăртаттарса (крепко) шăнтса лартнă. || Орау. Салтак ачисене кăçал шакăртаттарчĕç анчах (перебрали всех), пирĕн ялтанах вунсакăр ача карĕ, пĕр пăсăк ача тухмарĕ — йĕркипе илсе пычĕç. || Переносно — говорить, беседовать. Орау. Пăх-халь, вырăспа чăвашла шакăртаттарса калаçса ларать. Ib. Икĕ карчăк пĕр чашăк сăра лартнă та икĕшин хушшине, шакăртаттарса калаçса лараççĕ.

шалт

подр. стуку. Орау. Шалт тутар, стукнуть, напр., дверью. Изамб. Т. Алăка шалт хупрĕ (пристукнул). КС. Чӳречене шалт хуппăрĕ. Ск. и пред. чув. 5. Тимĕр тыла, шалт тылă сиксе кайрĕ çулпала. Железная мялка, стукотливая мялка запрыгала по дороге. Ib. 5. Йĕс тăпсаллă хапхана уçать чĕлхе каласа: шалт-шалт тыллăм, шалт тыллăм. Ib. 7. Шалт-шалт сикет, шалт тăвать. Ib. 7. Шалт-шалт турĕ, шалт турĕ, карчăк пуçĕ ялт турĕ (оторвалась). Богдашк. Шалт! турĕ, палт! турĕ, пуçламан шăрттан сикрĕ-тухрĕ. Никит. Аякках та çитменччĕ, аслати шалт! тутарчĕ. || Якейк. Ашшĕ, чол тăхаканскер: мĕлле охмах кукку килнĕ, тесе, чолне шалт янă та, чол айне полса вилнĕ. || Подр. звуку выстрела. N. Шалт та шалт тутараççĕ (убивают из ружей). || Очень, совсем, совершенно, окончательно, целиком. Сред. Юм. Шалт аптрарăм. Нюш-к. Шалт аптрарăмăр. Бука. 1900. Туйĕ час килмерĕ, шалт кĕтсе ывăнтăмăр. КС. Шалт макăрса пĕтрĕм. Букв. 1904. Арăсланĕ пысăк чышкисемпе хăйне хăй питĕнчен пере-пере, чĕрнисемпе чăрмала-чăрмала шалт халран кайнă вара. Бука. 1900. Вара асапланса пĕтсе шалт вăйран кайнă çын тин пĕр пӳрте пырса кĕнĕ. Ib. Тилĕ икĕ уранăн та тăрса кармашса пăхать, тет, сиксе те пăхать, тет, çырлине ниепле ярса илеймест, тет. Шалт супса пĕтрĕ, тет те, хайхи, кайрĕ, тет, вара мăйне-куçне пăркаласа. N. Çанталăк вĕри, çӳренĕçемĕн шалт ăшша пиçсе кайрĕ, тет, ку. N. Ку упа шалт çиленсе çитет те, пĕренине мĕн пур вăйĕпе тĕртсе ячĕ, тет. Полтава 14. Пур ыр ята шалт çĕртсе. Бгтр. Йысна черки çут черки, шалт ĕçмесен шут килмест. Ходар. Тав сире эппин, тет те, сăрине шалт хурать (выпивает до капли). N. Шалтах = пĕтĕмпех. Регули 1417. Утсам шалтах ăвăннă. Ib. 1417. Шалтах тасатрăм. Яргуньк. Коланая шалтах татрăм (сполна). Т. VI. 60. Пĕри-пĕри ĕçсе яраймасан, ăна ĕçтерекенни кĕл-кĕлекенни патне çавăтса пырса, виç курка шалт та шалт ĕçтерсе яраççĕ. Яргуньк. Шалт та шалт тутарать, стакан за стаканом выпивает (вино). КС. Шалтах ĕç, выпей до дна. || СТИК. „Шалт“ в сочетанни с глаголом тĕлĕн — неожиданное удивление, а йăлт — постепенно возросшее. Ист. Хăйне хирĕç Ольга каланă сăмахсенчен Игорь шалт тĕлĕннĕ. Собр. Улпут курнă та шалт тĕлĕнсе кайнă. Ib. Хĕвери Якурккаран шалтах тĕлĕннĕ. А.-п. й. З5. Трашка ачисем тăрна патне çитеççĕ те шалт тĕлĕнеççĕ. ЧС. Эпĕ ăна курсан шалт тĕлĕнсе кайрăм. Сред. Юм. Çав çамрăк çын вилнĕ тенине илтрĕм те-ха, шалт! тĕлĕнтĕм вит: халь вилмелле çын-и халь вăл? ПТТ. Хăш çулне ялкăшса çунакан вут урлах каçаççĕ те, шалт тĕлĕнмелле, тепле вут çулăм ярса илмес. Изамб. Т. Тепле пурăнас, тет, шалт тĕлĕнмелле (удивительно).

шалтăртаттар

понуд. ф. от гл. шалтăртат; стучать, грохотать, греметь. Ала 55. Алăк кутĕнче карчăк темĕскер шалтăртаттара пуçларĕ. Орау. Сакка ан шалтăртаттар. СТИК. Ах тор, çĕр çĕмĕрсе шалтăртаттарса кустарса карĕ-çке (о звуке быстро едущей телеги). Б. Яныши. Онта вара тĕслĕрен вуйă вулляççĕ; хăш чохне çил армансем туса шалтăртаттарса çӳреççĕ. N. Авăн шалтăртаттарса, пуçтарса пырать те-ха, анчах выльăхăрсем мĕн çийĕç-ха сирĕн? || Разбить. КС. Паян тăн чӳмлеке шалтăртаттартăм эпĕ: пусма çинчен аннă чух ура шурĕ те, чӳмлек алăран ĕçĕрĕнсе уткăнсах карĕ.

шампăр

подр. более или менее сильному, резкому и звонкому звуку, вызываемому движением предмета в тихой воде. Хурамал. Витрепе шыва шампăр! тутарса ăсса илтем. Я почерпнул воды с звонким бултыханием. СТИК. Эпĕ шыва шампăрр кĕрсе карăм. КС. Шампăр кĕрсе карĕ (с шумом вошло в воду испуганное водяное животное, крупное, напр., большая щука).

шантар

обнадеживать, уверять. N. Тăвассу çук та, ан шантар. Юрк. Хам чунăма хам шантартăм, тăшман ăшне çунтартăм. Сред. Юм. Эпĕ сана шантарса янă та, эсĕ илсе килет пуль тесе, пасартан илмесĕрех килтĕм. N. Вĕсем, малтан шантарса хунă пулсан та, пыман. Чăв. еп. пур. 17°. Унтан вара ӳлмĕрен çынна лайăх шантарса, илсе кайнăшăн укçа парса та пулин, пĕрле каякан пулнă. Кан. Ишчейккăсене япала сыхлама шантарса парса хăварнă. Ib. Кун çинчен хресченсем малтанах высттăвккă комиттетне пырса шантарнă. N. Чăн, тесе калать тет, ку пуянĕ те вĕсене шантарам пек пулса.

шан

большая деревянная кадка, употребляемая при пивоварении. N. Шан — сăра йохтараканни. Изванк. Салат-хăмласенчен пĕр пысăк шан сăра юхтарчĕç. Ст. Айб. Ăçта каятăн, хура кут; эпĕ те пырам, шăтăк кут. (Шанран ăсла юхни). Т. II. Загадки. Ăçта каятăн, хура кут? — Эпĕ те пыратăп, шурă кут. (Сăра хуранĕпе сăра шанĕ). Собр. Кăçта каян, шăтăк кут? — Эпĕ те пырам, хура кут! (Хуранпа шан). N. Шан, вроде глубокого корыта, делается из толстого дерева, нутро коего вынимается; оба конца забиваются досками, в одном конце оставляется дырочка для вытекания сусла. || Чан. Кр.-Чет. Старик тир туса пурăннă. Пӳртĕнче З пысăк тир шанĕ ларнă. Альш. Тикĕт шанĕ. || Фамильное прозвище. Хир-б. Шан Йăван. || Встреч. в загадке в неизв. знач. N. Шан касай? — Вăл та пулин мăрье.

шанкăрт

подр. отрывистому стуку. Сред. Юм. Такам килчĕ ĕнтĕ, каленке сасси шанкăрт тунă пик илтĕнчĕ хăй. Цив. Çăртан пулă витре çине шанкăрт ӳкрĕ, тет. || Совершенно, совсем. Сред. Юм. Ĕнер çиç çăмăр çăватчĕ, паян тавна шанкăртах уяртса кайнă. Ib. Шанкăрт уяртса пăрахни, хуть те кирек та кăçта кай. || Моментально, быстро КС. Эпĕ çав çăрана шанкăртах уçса пăрахрăм.

шанкăртат

(-гырдат), звенеть, греметь. КВИ. Хутаç ăшĕнчи укçи шанкăртатать илĕртсе. N. Суккăр шăнкăрав пек шанкăртатать. Сĕт-к. Кĕсле çинче шанкăртатса ларатăп. Альш. Эпĕ шанкăртатса персе антăм кĕлет урайне (свалился сверху).

шапăлтат

плескаться. N. Кăвакал пек шапăлтатан (что ты плещешься, как утка), çитĕ, тасалтăн пулĕ ĕнтĕ паян, кашниях сан пек урая йĕпетсен. КС. Çав ачасем паян кунĕпех шывра шапăлтатаççĕ (купаются). Шапăлтатаççĕ сильнее, чем шăмпăлтатаççĕ. N. Шапăлтатаççĕ (в воде и ходят и купаются и пр.). Ослабы. Вăл, эпĕ шапăлтатса тăнине курсанах, часрах чупса пычĕ. Сюгал-Яуиш. Шыв хĕрне çитсен, шывра пулăсен шапăлтатаççĕ. || Болтать. N. Шапăлтатса калаçса, кулса лараççĕ.

шар

беда, несчастье. N. Шар полчĕ, беда. Йӳç. такăнт. 56. Тепри виçĕ пуслăх ĕçет те, виç тенкĕллĕх шар тăвать. N. Ял çинчи йăвăр чир, йăвăр шар кайтăр (да исчезнет). Бес. на м. г. Пĕр-пĕр шар килсен, нуша килсен... КС. Шар куртăм. Потерпел несчастне (материальное). Пшкрт. Шар корса пер (= эпир), шарланса. Актай. Эпĕр илес хĕрсене ыр çын илсе ыр куртăр, ыр куртăр та шар куртăр, упăшки вилсе шар куртăр. Сĕт-к. Эпĕ илес хĕрсене ыр çын улĕ исе ыр кортăр, ыр кортăр та шар кортăр, ачи-пăчи шар кортăр. N. Июльпе август уйăхĕнче улпутсем нумаях шар курман. Собр. Тĕрлĕрен шар курасран, хирĕçен тăшманăн хирĕçи вăрăнасран хăтар пире. (Из молитвы). N. Ĕç ĕçлеме шар курма вунă арçын тарçăра. Янтик. Хама хам шар курма карăм-çке çанта: халь укçа та çук ĕнтĕ, çитменнине пĕç халь те ыратать. Регули. 727. Вăл онта пре (= пĕрре) тытăнса шар номай корчĕ. Ib. 428. Шар корăпăр.

шараçлан

суетиться, хлопотать. И. С. Степ. Шараçланас, суетиться, хлопотать (часто попустому). СТИК. Мунчара ман çавсемпе шараçлансах вăхат иртсе каят, хам пуçа та çăваймастăп. Провозишься с ними в бане, а потом уж и времени нет мыть свою голову. О землед. Çуркунне ирех тăкса ĕлкĕреймесен, кирек мĕн пулсан та, акас умĕн тин тăкас пулмасть; унпа шараçланса ун чухнехи хаклă вăхăта ирттерес пулмасть. Тюрл. Мĕн шараçланса таратăн онта хăвартрах тумасăр. N. Нимĕн тумасăр. Çукшăн шараçланаççĕ. Ничего не делают, а суетятся. N. Сана мĕн те пулин кирлĕ мар-и = тесе шараçланать. N. Вутă ĕçĕпе шараçланасси те çăмăлах пулман (с дровами было хлопотно). Ст. Чек. Шараçланас = вайран каяччен ĕçлес. Ib. Ак сирĕн вырăнăра эпĕ шараçланса çӳретĕп (тружусь через силу). Орау. Эй мĕскĕн, шараçланать-çке, епле те пулсан пуранас тит çав. Тăрăшать, çĕр çывармасть. Шараçланать çав. Ачипчисем нимĕн латти те çук. Хăй ларса канимарĕ ĕмĕрте, ачипчисем мĕн пур пурлăхне ĕçсе яраççĕ. Сурасчĕ апла куççулĕ тăкса шараçланиччен. О сохр. здор. 57. Пирĕн ăша апатпа пĕрле тăвар кирлĕ пулин те, ăна пирĕн çаралла çиес пулмасть, вĕсемшĕн шараçланма та кирлĕ мар, пур çимĕçре те тăвар пекки пире мĕн чул кирлĕ таранччен пур. || Ядр. Шараçлан — браниться (?).

шарилаттар

то же, что шарилет. КАЯ. Акка макăрнине кура, ку пĕтрĕ ĕнтĕ (что пропала она от бешеной собаки) тесе, эпĕ те шарилаттарса макăра пуçларăм.

шарку

жаркое. О сохр. здор. 49. Акă: аша çăкăрпа, улмапа шарку туса, сĕте çăкăрпа çиеççĕ. Чураль-к. Апп шарку кăмака тулли, ме çирăм-ши шаркуне? Сӳтен (студень?) пулса ларатчĕ пуль. Сорм-Вар. Эпĕ килнĕ çĕре мана вали çав кайăк чĕпине шарку ту.

шарт

подр. треску. Шел. 126. Харăк-харăксем шарт-шарт! ванаççĕ, кĕленче пекех пăр саланаççĕ. С треском ломается сушняк и, как стекло, рассыпается в прах. Çутт. 17. Шарт-шарт! туса вут çунĕ, арăм кулаç пĕçерĕ. Будет с сильным треском гореть огонь, и жена будет печь белый хлеб. || Подр. удару хвостом, кнутом, прутом. Сунт. Хӳрисемпе шарт-шарт тукаларĕ те, тапратрĕ курăк çиме. Лошадь похлестала хвостом и принялась есть траву. Сенг. Унтан мана: ан ӳк, терĕ те, лашана пушăпа шарт! тутарчĕ. А.-п. й. 111. Юрланă май хăй кĕсрине пушшипе шарт! çапать. Ib. 113. Шарт! тутарать Кĕркури кĕсрине тепĕр хут. Шорк. Пĕчик кĕске пушăпа шарт та шарт çапать. Çутт. 71. Тилкепе вĕçĕпе кĕсрене шарт! тутарчĕ. Эльбарус. Ак сире çавăншăн, терĕ те, шĕшкĕ холли хуçса илчĕ те. Хĕре шарт анчах тутарса çапрĕ. Альш. Шарт тутарат та ашшĕне тыттарат, тет. Теприне амăшне тыттарат, тет. || Подр. удару грома. Малт. шк. вĕр. фиç. 113. Пĕр вĕçĕмсĕр шарт та шарт çапса, йĕри-тавра саланса кайса, хăлтăртаттарса тăрса, пĕтĕм сывлăша хумхатса ярать те, унтан каллах вăхăтлăха лăпланать. || Подр. внезапному испугу. Якейк. Мăнаçи (гром) çаппăр те, шартах сикрĕм. Б. Хирлепы. Йытти: хăр-хам! тере, тет, çынни шартах сикрĕ, тет. Сред. Юм. Эсĕ пит тарук çохăрса ятăн та, эпĕ шартах сикрĕм. Орау. Темскер эпĕ хăраса шартах сикекен пултăм (напр., при стуке внезапном и пр). ТХКА. 20. Пыйтă сăмахне илтсен, шăрка шартах сикрĕ. Чем люди живы. Симун шартах сикнĕ. Юрк. Карчăк хăраса шартах сикет. Истор. Адашев Крыма çитсе вăрçа пуçласан, тутарсем, пĕтетпĕр тесе, шартах сикнĕ. Разск. Пурин хутаççинчен те кĕмĕлсем сике-сике тухнине курсан, Яккăв шартах сикнĕ. Орау. Лаша сывмарланчĕ те, шартах сикрĕмĕр лаша вилесрен. Сред. Юм. Шарт сиктер. Сунт. Шартах сикет ун чĕри, хăйне темĕн пулнă пек, у него так и ёкнуло сердце, как будто с ним случилось что-то необыкновенное. N. Шартах сиксе вăран. N. Çывăрна çĕртен шарт сиксе вăран. Ачач. 14. Сасартăк шарт-шарт сиксе вăрана-вăрана каять. || Подр. неожиданному удивлению. Юрк. Пăхасăн, аллине кĕлĕ кĕнеки вырăнне хай шӳтсем кĕнеки çакланнине курсан, хăй те шарт тĕлĕнет. Ib. Вĕсем те вара шарт! тĕлĕнчĕçĕ. Ку кĕнекене ăçтан илтĕн, шартах хамăр чĕлхепе çырнă, теççĕ. Ib. Хайхисем, ку çак сăмаха тĕрĕс каласа парасса кĕтменскерсем, кулас вырăнне шарт тĕлĕнеççĕ. БАБ. Пирĕн ялти çынсем, çав тĕрлĕ асап курнине курсан, шарт тĕлĕнсе кайрĕçĕ, тет. N. Унтан пурте шарт тĕлĕнетчĕçĕ. || Подр. резкому удару в ладоши, удару ладонью по бедру, крыльями. С. Устье. Кайран çав охотник кулянса икĕ аллине шарт çапса тăрса пăхса юлчĕ, тет. N. Тĕлĕнсе аллисене шарт! çапаççĕ. Пазух. 91. Ай-хай-ах та, кинçем, ай, Наçтук пур, парниех те сарни çитмесен, çӳпçи тавра виççĕ çаврăнать, икĕ пĕççисене шарт çапать. Букв. 1886. Аттесем пĕççисене шарт çапрĕç. Ст. Айб. Кăвак-кăвак кăвакарчăн, шулап тăрăх кускалать, шулап хĕрне çитсессĕн, икĕ-çунатне шарт çапать. Пазух. 91. Кăвикех те кăвик кăвакарчăн шулапах та тăрăх кускалать. Шулапах та вĕçне, ай, çитсессĕн, икĕ çунаттине шарт çапать. N. Кулик-кулик кăвакарчăн, шуçлăх тăрăх кускалать, шуçлăх тĕлне çитсессĕн ик çонатне шарт çапать. N. Пĕççине шарт та шарт çапрĕ. Сред. Юм. Çавăн чол полатна, старав çынна лаша тапса вĕлернĕ тенине илтрĕм те тĕлĕнсе вĕççĕ шарт çапа тăран вит. Цив. Пĕчĕккисене хĕвеле сăхманпа чăркаса лартнă, хăйсен аллисене шарт-шарт çупаççĕ. Янш.-Норв. Шарт-шарт çупмашкĕн Чĕмпĕр алси пирте çук. Абыз. Çынсем манран юр ыйтаççĕ, манăн та юрă арчара, арча ушши арăмра! Арăм кайнă улаха, шарт çупать те сĕм ярать, йăлтăр-р-р курнан пир тăвать! Собр. Шарт! çупать те сĕм ярать (арăм), çиппи пулать ут хĕлĕх пек. || Подр. пощечине. Орау. Шарт тутарам (пощечина). Ib. Питĕнчен шарт! тутарчĕ (рукою или книгой). Шорк. Çав çын, ниме юрăхсăрскер, урама тухсассăн кама кирлĕ ăна шарт та шарт çопатчĕ. || А.-п. й. 30. Шарт! шарт! тутарса çапаççĕ (качакасем), кашни çапмассерен мăйракисенчен хĕлхем сирпĕнет. || Подр. щелканию зубами. Ачач. 69. Шăлсем шарт-шарт-шарт шартлатаççĕ (зуб на зуб не попадает). Баран. 41. Шăлне шарт-шарт шаккать (волк). || Подр. ломанию кости, дерева. Сред. Юм. Ори шартах турĕ, теççĕ, (Так говорят, когда преламывается кость голени). Ib. Пысăк патакпа та çапмарăм: ори шартах хуçăлнă. N. Шарт — перелом нетолстой вещи. Якейк. Торта шарт хуçăлса карĕ. Изамб. Т. Патак шарт! туса хуçăлат. || Ск. и пред. чув. 108. Ванать, шăтать чул тăпри, шарт та шартах çурăлса. N. Шартах (сломал так, что предмет раскололся вдоль — чĕрпекленсе). || Подр. удару волн. Шорк. Хом çыран çомне шарт пырса çапăнать. || Подр. закрыванию. Утăм. Алăка шарт! хупрĕ. Капк. Сасартăк капкăнăм шарт! туса хупăнчĕ. || Буин. Эпĕ тараккан çине пусрăм та, вăл шарт турĕ. N. Пĕр хĕрарăм кĕпесем çапать, шарт-шарт-шарт тутарать. Кан. Чăнах та урт мусăк каласа пырать: шарт! шарт! тăвать. Сала З65. Упăте тилле тытат та хӳринчен, юпа çумне шарт тутарса, çĕклесе çапать. || N. Шарт! — звук пистона. || Подр. чирканью спичкой о стену. || Абыз. Шарт-шарт çиппи, сентел çиппи шартлатать. Рак. Урлă шарт, пирлĕ шарт, каспичне (так!) тимĕр шарт. (Загадка. Чӳрече хушахи). || Очень, весьма, совсем, сильно. Альш. Хĕрсем сире мĕн пулнă, шăлăрсене шарт çыртнă. Пазух. 10. Леш айккине юр çунă та, леш айккине юр çунă, и юр çунă, ку аяккине мĕн пулнă. Хĕрсем сире мĕн пулнă та, хĕрсем сире мĕн пулнă, и мĕн пулнă, шăлăрсене шарт çыртнă. Янтик. Б. Кĕçĕр хĕрсене мĕн пулнă, шăлĕсене шарт çыртнă. Синьял. Тантăш, сире мĕн пулнă, шăлусене шарт çыртнă. Альш. Патшасем, сире мĕн пулнă, шăлăрсене шарт çыртнă. N. Шарт вилмелли çĕрте мар. (Из письма с фронта). СТИК. Шарт тухаймасăр пĕтет вара. Ну уж не может скоро выйти. Алших. Шăнкăр уяр, шарт сивĕ, Хусан хули янăрат. N. Ялта ырă çын нуммай тесе, шарт тăванăра юта ан кăларăр. || Как раз. Демидов. Пăхаççĕ, тет, чăнахах уха вĕçĕ çерçие шарт куç шăрçинченех ленкнĕ, тет.

шат

подр. удару, напр., грома. ЧС. Аслати хăрушă шат! туса çапрĕ. Торваш. Аслати шăтăр-çатăр шат! тутарчĕ. Сред. Юм. Пăшал пистонĕ, авăрламан чохне персе пăхсан, шат! тăвать. Альш. Аллинчи чăпăрккине шат! тутарать (глуше, чем шарт). Сенг. Лашана шат! çапрăм. Якейк. Йоман йĕкелли шат! туса ӳкрĕ. Çĕнтерчĕ. 56. Алăка шат! хупса кĕрсе каять. Ачач. 43. Атă кĕллисене пĕтĕм вăйĕпе шат-шат! шатлаттарса утса çӳрет. Шурăм-п. № 14. Кăмакана шат, шат тутараççĕ (лучиной). Ib. № 16. Манăн нумай пурăнмалла-ха, тесе, аллисене шат-шат-шат çапса сиккелесе чупрĕ. Сред. Юм. Пӳрнесĕне пĕрерĕн тортсан, шат, шат тăваççĕ. Альш. Шат-шат-шат (париться в бане). || С усилительной частицей ах — все, всё. Сунт. Çын çине çын... Те вут тухнă тем?!... Шатах таçта васкаççĕ. Один за другим... Пожар, что ли это?!... Все куда-то спешат. Актай. Атти пусми шур пусма, шатах килеççĕ шупăрпа, эпĕ анчах кипкепе. Тиханьк. Шатах пĕтрĕ. Все исчезло, вышло. Регули. 139. Вăл попленине пире шатах каласа кăтартрĕç. Яргуньк. Шатах халтан карăм. Ib. Шатах ăйхăларăм. || Все. Панклеи. „Кам та полсан корман-и есреле? — теççĕ. Шат: „Корман“,— теççĕ. || Совершенно. Собр. Лашусем те пултăр, ай, шат турри, хӳрипелен çилхи тан пултăр. || Всякий. Сунт. Кĕрлет, шатах темĕн кĕвĕлет. Шатах пурăнăç çунатти çине хăйне май ларса вĕçме пикенет. Все ревет (шумит), все что-то напевает. Всякий норовит полететь, усевшись по своему на крыльях жизни. || Очень, совсем, совершенно. Чăв. й. пур. 14°. Унтан вара Клинкух шат тĕлĕннĕ. СТИК. Шат аптратрĕ ĕнтĕ ку ача. (Говорит мать, когда ребеиок плачет и просит что-нибудь, а матери некогда заниматься им). Альш. Пирĕн чăваш утнă-ларнă чухне ури-аллине шат пуçтарса ларат. А. Турх. Шат пулас.

Шатра амăш

Шатра ашшĕ, назв. божеств. Ходар. Эсир те эппин, шатра амăшĕпе шатра ашшĕ, ман çине ан çилленĕр, те тен эпĕ сире кӳренмелли сăмахсем каларăм пулĕ; çак ачана та çăмăллăх пар, тьфу, тьфу, тьфу! (Из заклинания во время лечения „шатра“).

шенкер

голубой цвет. См. сенкер. СПВВ. ТМ. Шенкер — хушка кăвак тĕс. Имен. Шенкер утмăл-турат çеçки. Нюш-к. Шенкер тĕслĕ курăнать кăвакки. Пазух. 10. Эп ярăттăм ярапа, шенкер тĕслĕ шăрçа çук. Бат. Эпĕ тиртĕм ал çыххи шенкер тĕслĕ шăрçаран. Бугульм. Мамăках та минтер чуклă питлĕ, пĕр шенкер çукран илем çук. Кан. Епле çирĕп сăнлă, çамрăк пек шенкер, епле унăн куçĕ тарăн та тискер. Торх. (Шумерл. р.). Çуркунне вĕлле тĕпĕ нӳрелет, çампа çтена çумăнчи пичетленĕ карассенчен пылсам йӳçĕхсе юхма тапратаççĕ. Вĕлле тĕпне юхса сарăлсан, хуртсем те çӳлте пичетсене çима уçса тăкаççĕ. Çав тăкаксем айĕнче шур хуртсем пулаççĕ. Пыл юхнине шенкер юхать, теççĕ (мед скисает). || Медный купорос. СПВВ. ТМ. Шенкер — симĕс тĕслĕ япала.

шыв

(шыв), вода. НР. Атăл шывне ăсмашкăн çутă витре кирлĕ мар. Чтобы зачерпнуть волжскую воду, светлого ведра не нужно. Хурамал. Шыва ярсан, кĕмĕл ирĕлмĕ. Если пустить в воду серебро, не растворится. Ib. Шанкарчă чĕппи шыв ĕçнĕ чух хура пуллăн мĕн ĕç пур. Когда молодой скворец пьет воду, какое до этого дело рыбе? Шурăм-п. Урапа çине шыв пички лартса чуптарать. О сохр. здор. 68. Шыв тĕрлĕ пулать вăл. Ib. 71. Шыва таса тăратас пулсассăн, унта тислĕк, çӳпĕ-çапă, вилĕсем такасран чарас пулать. Ib. 69. Шывран тислĕк шăрши, кӳкĕрт шăрши, çĕрнĕ шăршă кĕрет пулсан, вăл шыв аван мар пулать. Чутеево. Шыв чечеке ларнă. Орау. Шывне виçĕ хутчен те улаштарса чӳхерĕм-çке, çапах та тасалман. Альш. Шыв çинче пĕлĕт курăнат (отражение неба). ГФФ. Калтăр-кăлтăр кăвакарчăнне, кăвакарчăнне, вăл шыв çине лармасăр, лармасăр, эпĕр çона çинчен анас çок. Пока голубь-воркун не сядет на воду, мы с саней не слезем. Трхбл. Чей куркинчи шыв çине виçĕ кашăк эрек ятăм. N. Пилĕк таран шыв çине пултăмăр. N. Пура çине шыв каять. КС. Унтан аялаллине шыв илет. То, что лежит пониже его, заливается водой. Капк. Юр ирĕлнипе кӳлленчĕк пулнă. Кĕрсе кайсан калушна шыв илĕ. А.-п. й. 74. Вершник çине улăхма тăрсанах, Ваçлей такăнчĕ-ӳкрĕ те, салатне веçех шыва тăкса ячĕ. Когда он ступил на плотину, споткнулся и упал. Пуловка с солодом покатилась в воду. Ib. 74. Ваçлей нимĕн тума аптранипе пĕр патак илчĕ те шыва пăтратма пуçларĕ. Василий не знал, что ему делать. Затем взял палку и стал помешивать воду с солодом. Ib. 74. Аха, шыв сăра пекех пулчĕ иккен-ха. Ого, вода густеет, как пиво. Сред. Юм. Шывва чăм, нырни в воду. Ib. Шыв ĕçе-тăркача ман паян саççим хырăм кӳпсе кайрĕ. Орау. Ĕçес килсех ĕçетни эс вăл шыва? Сред. Юм. Шывву полин ĕç ху çав таса марскере. Орау. Шыва выç-варла ĕçсен, чĕрене çиять. ТХКА 108. Шыв ĕçсен, йысна шыв хĕрне чăркуçланса ларчĕ те, курăк татса илсе: эпĕр ĕçмен, вырăспа майра ĕçнĕ, тесе, шыва пĕр курăк пăрахрĕ. Альш. Шыв уланă — çын шыва кайса вилессе, çын чĕрене илессе. ГТТ. Шыв чакнă, шыв ӳснĕ, шыв тапраннă, теççĕ. КВИ. Пирĕн çырман шывĕ чакнă. Орау. Çул айяккисене шыв туха пуçланă. Ib. Çул аяккисенче шыв кӳленсе тăра пуçларĕ. N. Иртнĕ çул çуркунне Атăла шыв питĕ тулчĕ. Хурамал. Кăçал çурхи шыв пит шеп юхрĕ. ГФФ. Çорхи те шывпа йохса та кайнă полсассăн... Кабы я уплыл с вешней водой. Хурамал. Сиксе-сиксе шыв юхсан, çыранĕсем епле тусет-ши? Когда волнуясь течет вода, как это только выносят ее берега! Тайба-Т. Шыв çисе пынипе çĕр ишĕлсе аннă та, юпи вара шыв айне пулнă. Когда берег от размывания водой обрушился, то столб очутился под водой. Абыз. Сарай айăнь шыв юхать. Под сараем протекает вода. Ст. Чек. Шывĕ юха пырат, пăрĕ шăна пырат. (Пир тĕртни). N. Шыв пит вăйлă карĕ. N. Çуркунне шыв кайсан... Красн. Горка. Пĕчикçĕ ачасем тимĕр кĕреçемпеле шывсене (воду в разных местах) пĕвесе çӳреççĕ. N. Шыв иртсен... Альш. Этремел хушшинче çуркунне пĕтĕмпе шыв юхать. Шыв, иртсе кайсан, унта питĕ аван курăк персе тухать. N. Кайран, шывсем юхса пĕтсен, пĕтĕм уйсам, çарансем, вăрмансам симĕсленме пуçлаççĕ. Ау 389°. Шыв ӳкмесĕр çырне ан хыпала. N. Шыв йăрлатса юхать, тонкою струей. ГФФ. Шăнкăр-шăнкăр шыв йохать хомăшпа хăях хошшипе. Вода бежит и журчит меж осоки и камыша. Юрк. Анатра арман авăрат, шыв сассипе чулĕ çаврăнат. Собр. Çын вилли вăл пит шывшăн çунать (жаждет), тет. Ала 14°. Тепĕр кайăкĕ калать: эпĕ те çавă патша çинчех шывсăр типĕтсе усратăп, тет. Кн. для чт. I, 15. Шывсем типнипе çынсем шывсăр виле пуçланă. Букв. 1886. Вара шыв шыран. Юрк. Ирĕксĕр çын пуссине шывшăн çӳрес пулат. Макка 30°. Арма (= арăма) шыва кăларнă. Жену за водой послал. Артюшк. Çав шыв хĕррине пĕр хĕр шыв илме аннă. N. Мăшăрпа шыва антăм та, хăрахпа ăсса хăпартăм — çурри тесе ан калăр. Хурамал. Çинче пилĕк йилене тăхăнсассăн, кĕвентелесе шыва каяс çук. Если надевешь бешмет с тонкою талией, то не пойдешь с коромыслом за водой. Ромс. 29. Амăшĕ шыв патне тухса кайнă. Ib. Шыв панчен килсен, люшкисене йăпăр-япăр уçса пăрахнă. Кан. Икĕ хĕрарăм тĕл пулчĕç. Пĕри шыв кӳме каять, тепĕри шыв кӳрсе тавăрăнать. Н. Седяк. Кĕлетрен тухсан, çĕнĕ çынна яшка пĕçерттереççĕ, шыва яраççĕ (за водой). Ала 67. Тата çĕнĕ çыннăн упăшки хапха умне тухса тăрать шывран таврăннă çĕре. N. Шывран килтĕм. Ходил за водой. Изамб. Т. Лаша урине шыв ансан, лашана шывра тăратаççĕ. Сред. Юм. Лаша ôрине шыв аннă (опоили). Ib. Лашава шыв антарнă (опоили). Ib. Лашана шыв лектернĕ (опоили). Ау 8°. Лаша калать: çĕртен каяр-и, çӳлтен каяр-и, шывран каяс-и, тесе каларĕ, тет. Трхбл. Ку чечексене шыва лартас пулать. Ib. Чечексем шывра пĕр эрне ларса та шанман. Орау. Пирĕн сӳс-кантăр шыврах выртать-ха кăçал халчченех. Кан. Ытла та ӳсĕмсĕр ĕç вĕт вăл: кантăр пусине тат, типĕтсе çап, шыва хут. Янш.-Норв. Çын шывра ишнĕ чухне аллисемпе яра-яра ишет (перебирает). N. Вакран шыва янă. N. Утăсем, пĕтĕм тырă пулă — пурте шыв айне юлса çĕрсе пĕтнĕ. N. Кимĕ туса шыва янă (пустили в воду). Зап. ВНО. Шыва ярсан путмĕ, çĕре хурсан курăнмĕ. (çу). Ib. Шыва ярсан путмĕ, çĕре хурсан çĕрмĕ. (Кăмрăк). Т. Григорьева. Шывăн турат çук, вутăн алли çук, теççĕ. N. Шывран таса пулма çӳретĕн. Нюш-к. Шыва хирĕç çил вĕрсен, çăмăр пулать, теççĕ. С. Тим. Шур Атăлта пулă ишет-çке, çунаттине шыва хумасăр. N. Эпĕ çитнĕ çĕре теплушкана (помещение для сторожей при пожарной машине) шыв тунă: шăпăр-шапăр тăвать (течение струи) шалта çĕр урайĕнче. Орау. Тăнсам! пĕтĕм пӳрте шыва янă! Болваны! всю избу залили водой (дети). N. Нассус пырши шăтсан, шăтăкран шыв шаркаса чуптарат. Кĕпçене çĕре пăрахсассăн, шыв шарлатса чупат. Сред. Юм. Пĕчик çӳхе чôла шыв çинелле вирлĕ аялтан утса ярсан, çав чôл чалт! чалт! тутарса шыв ĕçсе каять. КС. Шывпа пĕрĕхтереççĕ (прыскание). Никитин. Хурсем каçпа ларакан вырăна тараса чакалас пулать; унта шыв час тухать. Хурсем шыв пур вырăна анчах çĕр каçма лараççĕ. || СТИК. Айлăм çĕрти купăстана шыв сапма юрамаст — шыва ларат. Купаста шыва ларсан, вăл начарланса юлат. Шыва ларнă çаранти курăк та сайраланса юлат. Магн. М. 59. Шыва лар. || Альш. Сăмаха шыв пек юхтарат. Ст. Яха-к. Çак кĕлле ăстарик шыв епле юхать (плавно), çавăн пек пĕр такăнмасăр хăвăрт каласа тухать. ТХКА 13. Пирĕн Ваçук кĕнекесене шыв пек юхтарса вулать, картинсем тума вĕренсе кайнă. N. Утни-юртни сисĕнмест, шыв пек юхать, çил пек вĕçет (урхамах). Чăв. й. пур. 10°. Çапла тусан вара лашисем шыв пек кайнă. Сред. Юм. Посса кайса пăхса çӳрерĕм те эп, ôрпасĕм шыв пик йôхса лараççĕ вит (хороший урожай). Альш. Ачанăн варвиттне кайнă, шыв пек юхтарат. || N. Ăна пĕр кашăк шывпа ĕçсе ярăн (говорят про красивую девицу). || Кан. Пĕр 10 пин тенкĕ шывпа юхрĕ. Шурăм-п. Çулла хăйă хăшĕ пĕртте çутмаççĕ: укçана шыва пăрахмастпăр, теççĕ. Ib. Вĕсем ĕмĕрне те хăйсен юлташне шыва пăрахса хăварас çук (не оставляют без помощи). Орау. Çын хăйне хăй шыва пăрахмасть (не топит сам себя). Капк. Хамăр хурăнташа шыва ярас çук вĕт, терĕм (не выдам, не предам). || Букв. 1908. Маруçăн улма çиесси килнипе çăварĕнчен шыв килнĕ. Сред. Юм. Çинине корсан, çăвартан шыв килет. || Чăв. й. пур. 5. Хăйĕн сăмсинчен тапак туртнипе сап-сарă шыв юхса çӳрет. || Буин. Шывпа пĕрлех килчĕ. Ребенок вышел из утробы матери вместе с водами. N. Малтан шыв кайрĕ (перед родами), ача типпе юлчĕ. Ача умĕ килчĕ, ачи çуралчĕ. || Сок. Шурăм-п. Карта патĕнче хурăнсем те пур. Çуркунне вĕсен шывне ĕçме юрать. || Сыворотка. Изамб. Т. || Пот. Альш. Икĕех те шурă та халь ут юртат, тилкеписем тăрăх та шыв юхат. Ала 63°. И, хир-хир урлă килтĕмĕр, çĕлен пек ута шыв турăмăр. N. Лашисем пĕтĕмпе шыва ӳкеççĕ, ачисем çапах çӳреççĕ. Мусир. Хура шатра Иваншăн хура шыва ӳкрĕмĕр (сильно вспотели). N. Тарласа шыва ӳкнĕ. || Слезы. Альш. Çакăях та тăвансем асма (= асăма) килсен, икĕ хура куçăмран шыв юхат. Собр. Куçран куçа пăхсассăн, икĕ куçран шыв килет. || Дождь. N. Шăнкăр-шăнкăр шыв çăват, чӳрече витĕр курăнать. (Хĕр йĕри). || Река. ГФФ. Кăвакал ишет шыв тăрăх. Утка плывет по реке. Хурамал. Хурĕ каланă: „Ну эпĕ çурт лартап-и? Эпĕ аслă шывра та хĕл каçăп“,— тенĕ. Ib. Аслă шыва кĕтĕм ăшăк тесе, ĕнчĕ куçлă çĕрĕ пур тесе; ĕнчĕ куçлă çĕрĕ шыв çути, эпир атте-аннен куç çути. Вошел я в большую реку, думал, что мелко, думаль что есть там перстень с жемчужным камешком. Перстень с жемчужным камешком — свет реки, и мы у отца и матери — свет очей. ЧП. Пирĕн пӳрт аяккипе мăн шыв юхат. Тораево. Ĕçтерсе ӳсĕртсе пичĕкешне хупса икĕ пуçне питĕрсе мăн шыва кайса ячĕç, тет. Янорс. Вара эпир Атăл хĕрне çитрĕмĕр, кунта эп Атăл шывне куртăм. Хурамал. Ăлăхрăмах çӳлĕ тусем çине, антăм-ĕçке Самар шывĕ çине. Поднялся я на высокие горы и спустился на реку Самарку. Альш. Самар шывĕ юхат вирелле, сар хăмăшсем тайлаççĕ шывалла. Эпир çур. çĕршыв. 24. Шăматран иртсессĕн çул Вылă шывĕ урлă каçать те, уй тӳпинелле каять. Сюгал-Яуш. Пĕр çын шывра луткăпа пулă тытса çӳрет, тет. N. Вăл шыва пĕрте шăнма памаççĕ, мĕншĕн тесен вăл кермансене килме питĕ чарса тăрать, вăл шыва пĕрмаях тупăпа персе ватса тăраççĕ. Çулла çав шыв патне çитеччен пĕрмаях çĕмĕрсе килчĕ. Баран. 119. Çăва тухсан, пысăк шывсемех ăшăкланса юлаççĕ. С. Айб. Шыв урлă каçаракан сан патна пырса шыв урлă каçарнăшăн санăн аллуна ыйтĕ. Альш. Пилĕк пĕрчĕ хăмăшпа çул килтĕм, виçĕ пĕрчĕ хăмăшпа шыв каçрăм, каçсан та урам йĕпенет, каçмасан тăванăм ӳпкелет. N. Хура шывсем юхат вирелле. || Назв. божества. N. Вăл мĕн калать хăй патне пыракансене: эсĕ çава çырмари шывпа питне çунă та, çанти шыв тытнă, тет. Бгтр. Кĕрĕк ăçта çул çинче шыв ĕçсессĕн, çав шыв ан тыттăр, тесе: эпĕ ĕçмен, пĕр вырăспа пĕр майра ĕçнĕ, тесе, шыв çине кирек мĕн сапса хăварнă. N. Тата шыва çав хурантанах чӳклеççĕ. С. Алг. Шыва мимĕр (толокно).

шыва кĕр

купаться. Ст. Чек. Эс шыва кĕме карăн-а? Ты ходил купаться? N. Енĕше шыва кĕме карăм. N. Шыва кĕме кӳлле айта! N. Атăл хĕрне шыва кĕме карăмăр. N. Шыва кĕнĕ чухне эпĕ малтан ăшăкрах çĕрте кĕтĕм. Орау. Шыва кĕреттĕм те кашни кунах, халь шыва кĕмелли кĕперне шыв юхтарса кайнă. Ib. Халь шыва кĕрекен те пулĕ. Вероятно, сейчас некоторые еще и купаются (осенью, напр.). НИП. Манăн Пăлакаппа (= Пăлаки аппа) ватăличченех мунча кĕнĕ чухне вакă хĕрне анса Сивĕ шывпа шыва керетчĕ; вакран шыв илет те, пуçĕ çинчен ярат. N. Хурсĕм юр çинче шыва кĕнĕ пек тусан, ăшăтать. Чув. пр. о пог. 234. Кăвакал шыва кĕрсен, сивĕтет. Если утка купается,— к холоду. Болезни. Арăмсем калаççĕ: шыва мĕншĕн тиркес; вăл хăй те талăкра çичĕ хут шыва кĕрет, теççĕ. || Окачиваться. Аттик. Мунча пулсан, милĕке çав вĕретнĕ шыв çине чике-чике çапăнаççĕ. Тата вăл шывпа шыва та кĕреççĕ. Изамб. Т. Пĕр икшер-виçшер çапăнсан сивĕ шывпа шывва кĕрсе тухаççĕ те, пăлтăрта сиввĕ çĕрте тумланаççĕ. СЧУШ. Тĕлĕкре таса шушпе шыва кĕрсен, тасамар çын сывалать, тет. Сред. Юм. Шывва кĕрсе тохни пик полтăм. Говорят, если очень вспотел. || Креститься.

шыв вăкăри

шыв вăкăрĕ, шыв вăкри, то же, что шыв вутăш. ЧС. Анне мана тата ак çапла каласа хăрататчĕ. Ехрем старик арманта чухне шыв вăкăри тухса: кăçал мана çын паратра, выльăх паратра, эпĕ мĕн те пулин илетĕп, тесе кăшкăрса кĕрсе кайрĕ, тет. || Назв. птицы, дупель. Ядр., КС. Изамб. Т. Шыв вăкăрĕ, птица, кричит как бык. В. С. Разум. КЧП. Шыв вăкри, птица, кричит вроде филина. || Назв. морской рыбы. Сред. Юм. Шыв вăкри тесе тинĕсри вăкăр пек çухракан пулăсене калаççĕ. См. шыв качаки.

шыра

(шыра), искать, разыскивать. КВИ. Мĕн инçе ют çĕрте вăл шырать? Что ищет он в стране далекой? Ib. Анчах парăс телей шырамасть, телейрен те тарса вăл каймасть! Увы, он счастия не ищет и не от счастия бежит! ТХКА 73. Пур çĕре те шыраса пĕтертем, ниçта та çук. ГФФ. Çак çи яла килтĕмĕр юратнă çынсене шыраса. Мы приехали в эту деревню, отыскивая любимых людей. НР. Сăр-Сăр тăрăх хам карăм та, сăртри çырла шыраса. По Суре реке я ходил, искал ягоды на пригорке. ГФФ. Карăм шырама сĕм вăрмана. Пошел в дремучий лес искать (песню). Ib. Кăвакал ишет шыв тăрăх, çут поллине шыраса. Утка плывет по реке, отыскивая светлую рыбку. Букв. 1900. Çăкăр хырăма шырамасть. N. Айта халĕ вăрмана мачча кашти шырама. А.-п. й. 14. Пĕччен пурнăç ăна питĕ йăлăхтарса çитернĕ те, вăл хăй валли тус шырама шут тытнă. Ib. 16. Яла сурăх шырама, тет кашкăрĕ. Регули 1471. Эп шырарăм — топрăм. Ib. 1472. Эп шыраса топимарăм, шырарăм (шырарăм та), топимарăм. Ib. 818. Эп топимарăм мĕн шыранине. Сред. Юм. Çăварти чĕлĕме виç сехет шыранă, айĕнчи лашине виç талăк шыранă, тет. (Послов.). Бел. Гора. Вырăн пур та, мăшăр (супруга) çук; мăшăр шыра (так!) килтĕмĕр. Сятра. Ăста каян, тăлăк арăм? тет.— Опăшка шыраса каятăп, тет. N. Эс она шыраса топса ил (разыщи и возьми). Кама 56. Акă пăшалне ӳкерсе хăварнă. Хăйне тупаймарăм. Çырма тăрăх тарнă, теççĕ. Çĕр тĕттĕм, анкартисене, улăмсем айне шырас пулать. ЧС. Вара ăстарастапа сутниксем халăх пухса, ăна пур çĕрте те шыраса пĕтернĕ, анчах ниçтан та тупайман. N. Çак ĕçе епле пулнине Зайцев ятлă пысăк ĕçсене шыракан следователь тĕпчет. НР. Йори карăм улаха чун савнине шыраса; чон савнине тĕл полтăм сарă хĕрпе йонашар. Нарочно пошла на посиделки, чтобы встретиться там со своим милым, но увидела его сидящим рядом с русой девушкой. || Искать в смысле „иска“. Юрк. Эсĕ кунта мĕн шыратăн? — Мĕн шырасси-мĕнĕ, эпĕ прикăвăрсăр уйăрăлнă. Прикăвăрсăр уйăрăлнисем халĕ, çĕнĕ саккунпа, уйăрăлманпа пĕрех, тет.— Эсĕ çавна шанса тата шыратна-ха? — Вара, тет. || Взыскивать (с кого). Кратк. расск. 20. Эсĕ, атте илсе килмесессĕн, хамран шыра ăна, эпĕ хам çине шантарса илсе каятăп ĕнтĕ. N. Укçине каялла шырăр. Кан. Кивçен панă вăрлăхсене шыраса илесси. Пирĕн ял. Выçлăх çулта Унтри Тимуххине кил вырăнĕсем улăштарнине халь каялла шырама çук. N. Если эсĕ илеймесен те, килтен шыраса илмелле яратăп.

шыран

беспокоиться, хлопотать. СПВВ. Ан шыранса çӳре. Не хлопочи, не беспокойся. N. Ăçта та пулсан Дунай шывĕ патĕнче е урăх çĕрте шыранса çӳренĕ. N. Эмелçĕн хăйĕн те суран пулас пулсассăн, унăн суранĕшĕн шыранăттăн-и эсĕ? N. Иван калать: хура çив, пит лайăх пӳрт илесчĕ-ха, эсĕ кайса шыранаймăн-а?“ тет тиллине.. Тилĕ калать: чим-ха эппин, эпĕ малтан патша патне кайса килем, вара патша хĕрне парсан, пӳрт шыранмалла пулĕ вара, тет. N. Юрату хăйне асла хумасть, мăнкăмăлланмасть, йĕрĕнмест, хăйшĕн шыранмасть. || Юрк. Урăх ан шыран, атте-анне ятне ан яр. || Подкапываться, подыскиваться. Уганд.

-ши

вопросительная частица, выражающая колебание говорящего, иногда соответствует русской частице „ли“. N. Хăçан ку вăрçăн вĕçĕ полĕ-ши? N. Апаша хăçан çитсе корăп-ши? А.-п. й. 31. Ĕнер пĕр кашкăр тытса çинĕччĕ, паян тепрер упа тытса çисе пулмĕ-ши? — тет кăна хирĕç сурăх таки. Абыз. Атăл çинче алă лаша, çилкисем виттĕр çил вĕрет! Пирĕн çӳçсем пулмĕç-ши? Дик. леб 35. Тĕлĕкре пулчĕ-ши ку, е чăнахах-ши? N. Утсем ырхан, çулсем хура, юртаймĕ-ши çулсене пĕр тикĕс? Ай-хай ĕмĕрсем çамрăк ĕмĕр, иртеймĕ-ши ĕмĕрсем пĕр тикĕс. ЧП. Хура вăрман çинчи хура пĕлĕт юхаймĕ-ши вăрманăн хыçнелле? Эпирех те ĕлĕк выляни-кулни каяймĕ-ши ĕмĕрĕн тăршшĕне. А.-п. й. 61. Çав вăрмана кайса пăхам-ха, йăвăçсем мана ăшăтмĕç-ши? — тет пĕчĕк кайăк, вăрăммăн сывласа илсе. Образцы 68. Пĕтĕ-ши ку нуша манăн, пĕтмĕ-ши? Каймĕ-ши вăл ман ĕмĕре? N. Паранкă-ши? Это картофель что ли? N. Çийĕ пархат, пуçĕ калпак — пирĕн аппа мар-ши çав. А.-п. й. 66. Сан пек ухмах тĕнчере пур-ши? тет. Образцы 111. Хам пĕлмесĕр пулчĕ-ши? N. Ялан çамрăк ăспа çӳресен, ыра çын ачи-пăчи темĕç-ши? Ала 59°. Пилĕкри пиçиххисем салтăнмасть-ши, пирĕн çамрăк ĕмĕрсем иртмест-ши? (Солд. п.). Сала 347. Эпĕ ӳкмĕп-ши тесе хăра пуçларăм, мĕншĕн тесен эпĕ унччен чăнкă çĕртен ярăнман. N. Эсир мана пĕр-икĕ листа хут памăр-ши? Якейк. Эс мана Кăрмăша еçмĕн-ши? (не отвезешь-ли?). Ib. Эс мана Кăрмăша еçимăн-ши? А.-п. й. 37. Мана та алтса памăн-ши? — тет улатакка. Ib. 81. Пăрçа çĕрне сухаласа акмашкăн лаша памăн-ши? — тет. Ib. 73. Хуньăм, пире пĕрер пăт салат памăр-ши? — тет Ваçлей. Он говорит: „Тестюшка, не отпустишь ли нам для праздника пудовку солода? Ib. 57. Сăмса çине хăпарса ларса юрласа кăтартмăн-ши? тет тилли, тата ытларах йăпăлтатса. Ир. сывл. 21. Ах! Ăшшăн-ши, сиввĕн-ши? Альш. Кайсан-кайсан, темиçе çĕр çухрăмах кайсан-ши ĕнтĕ, сахалтарах кайсан-ши, Атăла юхса кĕрет, теççĕ. Шурăм-п. Хĕрне качча панă, тет, виççĕр алă çухрăма. Пĕр-ши çул-ши пурнать, тет, ик-ши çул-ши пурнать, тет, виççĕмĕшĕ çулĕнче курма каяс терĕ, тет. Орау. Пуçĕ (у него) чăнах та ыратать-ши? Но: пуçу (у тебя) чăнах та ыратать-и? СТИК. Час килет-ши ĕнтĕ? Ib. Унтан кайран кирек ăçта та кайма юрать-ши вара? Ib. Çавăнта карĕ-ши ман ачам, те унта мар? || Изамб. Т. Эпир те çапла ӳстернĕ-ши? N. Ужель и мы так растили? Ib. Вăл мана улталарĕ-ши? Неужели он меня обманул? || А.-п. й. Кĕрӳ нуши ăçта-ши? Кĕрӳ нуши ăçта ши?! тесе кăшкăрать. Где же нужда зятя? Где же нужда зятя? — кричит он. Ib. 109. Ман çак качакана ăçта ярас-ши? — тесе ыйтать хуçисенчен. Изамб. Т. Елчĕк çуннă иккен.— Миçе кил çуннă-ши (сколько же дворов сгорело)? Образцы 60. Пĕртте ырапа усала, ай, курмасассăн, епле пулса ӳсет-ши арăн ывăлĕсем. Орау. Ах, тур-тур-тур, камах турĕ-ши капла? Пĕтерчĕ пурнăçа пĕтĕмпех! (Так говорила женщнна, когда горел их дом от поджога). Тим. Тăхăр тиртен кĕрĕк çĕлетекен, унăн сăвăр тирĕ епле ши? Ачаранпа туслă пурăнаканăн, унăн чĕлхи-çăварĕ епле-ши? N. Мĕн-ши ку? Мĕн тумалли-ши ку? Букв. 1900. Çула çырмари шыв ăшă, пусăри (тарасари, çăлри) сивĕ,— мĕншĕн-ши вăл? || Часто соединяется с частицей мĕн. Альш. Тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕ-ши-мĕн ку чăвашсем те? Сред. Юм. Анне парса ячĕ-ши-мĕн кона ман валли? || Часто соединяется с частицей ха. Зап. ВНО. Миçе сехет ши-ха халь? Б. Илгыши. Хулхи каланă (лисице): эпĕ халĕ, йăтăсем карĕç-ши-ха тесе, итлесе выртатăп, тенĕ. Бес. чув. 13. Ку Микулай мĕн тума кун çинчен калаçать-ши-ха? Мĕн кирлĕ ăна?

шиклен

страшиться, бояться; опасаться, сомневаться. N. Шиклен = хăра. Ст. Чек. Мĕн шикленетĕн, ним шикĕ те çук унта! (Нечего бояться). Юрк. Тутар арăмĕ, хăй каçма хăраса, малтан чăваш арăмне каçма хушат: вăл ăнсăртран: эпĕ ун хыççăн каçмăп, тесе шухăшласа. Чăваш арăмĕ те, паллă, малтан хăй каçма шикленет. Сред. Юм. Эпĕ çĕрле мунча çумĕнчен иртсе кайма пит шикленеттĕм. Арçури. Чĕре шикленет, ăш вăркать, Ib. Çулĕ чипер пулинччĕ, чун шикленми пулинччĕ. Бес. чув. 10. Лăпкă, тĕттĕм пулнă, кăнтăрла пулнă пулсан та, чун шикленнĕ. Истор. Олег, шикленсе, вăл лашине пăхса усрама тарçисене панă, тет. Ст. Чек. Вăл хăй пӳртĕнче упăшки вилнĕренпе çывăрма шикленет (бонтся). Капк. Каçару ыйтатăп,— терĕ вăл, суйине кăларасран Хĕлип еннелле шикленерех пăхса. N. Шикленме шухăш çук. || Заподозрить. N. Манран шиклентĕр пуль.

шикленкеле

учащ. ф. от шиклен. Чистоп. Эпĕ епле иртсе кайăп-ши ку хутăртан, тесе, шикленкелесе пыратăп. Истор. 1328 çулта Тохтамыш, вырăссенчен шикленкелесе, Атăл урлă каçса Мускав патне пынă.

шуйттан

шойттан, чорт. Сред. Юм. Шуйттан качака полса çӳрет, тет. (Народное поверье). N. Чипер вилĕмпе вилмен çыннăн чонĕ шуйттана каять, тет. N. Шуйтан çури ачана кĕмĕл çĕрĕ парса янă, тет. Орау. Шуйттана ăна пĕлеймĕн! Ib. Унта упа мар, шуйттанĕ те пуль. Там не только медведь, а наверное, и всякое зверье есть. ГТТ. Шуйттан та пĕр калаçаççĕ. Чорт знает, чего не говорят! Ст. Чек. Таçта шуйттана кайса кĕчĕ. Куда-то запропал. N. Вара матроссем шиклене пуçланă, хăра пуçланă. Таçта шуйттана илсе килчĕ, нимĕнпе те киле тавăрнса кураймăпăр ĕнтĕ, тесе шухăшла пуçланă. N. Шуйттан тума килет вăл. За чортом она пришла, т. е. так, зря. Шорк. Такам шойттанĕ (какой чорт) хошрĕ мана он çомне çыпăçма. || Употребляегся в бранных выражениях. Сред. Юм. Вăрăм çынна çиленнĕ чохне шуйттан кĕвенти тесе вăрçаççĕ. Йӳç такăнт. 24. Кай кунтан, шуйттан кĕвенти! Орау. Шуйттан кĕвенти вăл, пĕре çапсан лапчăтсах хурĕ. N. Ăх, шуйттан калти, çавă та путлĕ çын пулсан! (Говорят про третье лицо). N. Е, шуйтан чĕри! Те çакна çырнăран, те урăх япаларан — халĕ эпĕ лăплансах карăм пек. Якейк. Йăван шуйттанĕ хăйма çинă поль-хе! Çĕнтерчĕ 57. Шуйттан этемми, Якур! Орау. Тем шуйттан шăтăк алтса хунă кунта. Трхбл. Шуйттан чухне туса пĕтеретнем ăна! || Прозвище мужч. СТИК. Шуйттан Микити.

шукăшлă

задумчивый. N. Анне мана çуратсан шур ситтипе тытайнă, çавăнпа шукăшлă пулнă эпĕ. N. Шукăшла = шухăшлă.

шолтăрт

подр. стуку (стучанию). || Подр. стуку при закрывании калитки или ворот; подр. стуку при падении. N. Йăвăç шолтăрт туса кайса ӳкрĕ. Б. Олг. Пакчалăкран тохнă чох эпĕ çеклетрĕм орапая пакчалăк тонкатине: шолтăрт! терĕ.

шурăпа хурасем

белое-черное. Срв. хура-шур. || СТИК. Эпĕ каялла таврăннччен шурăпа хурасем нуммай ирткелĕç-ха! Пройдет много лет раньше, чем я вернусь назад.

шурăм-пуç çути

рассвет. Елкер. Шуралса тухать шурăм-пуç çути. Сред. Юм. Эпĕ паян шурăм-пуç çутипех тăтăм.

шорт

подр. удару в ладоши, хлопанью. Панклеи. Ик алине шорт! çапать. Çашра-Марка. Ялти яшă ачийĕ сар хĕр тĕлне çитсен, ик аллине шорт çапать, хĕрсен чонĕ хосканать. Когда молодой деревенский парень поравняется с русою девушкою, он громко ударяет в ладоши, так что у девушки вздрагивает душа. Шемшер. Ах, атте те, ах, анне, эпĕ тохса кайсассăн, ик аллуна шорт çапăн. Панклеи. Шорт! çапать те сĕм тăвать, катам пирĕ пек пир тăвать. Тохтала. Кĕленчĕпе алли çине шорт! тутарать те (он хлопнул по донышку бутылки), пропки тохать. || Подр. удару кнутом. Шорк. Кĕтӳçĕ вăрăм пушипе шорт! çапрĕ те ĕне тирне çурсах пăрахрĕ. Торп-к. Утне кӳлсе çони çине хăпарса ларса, йорласа утне шорт! çаппăрĕ, тет. Янбулат. Хора лаши хорт тăвать, чĕн килхепи шорт тăвать. || Подр. прыжку. Янбулат. Кайăк ăна илтелет, шорт сикет те, ну йорлать. Б. Олг. Çăртан шорт сикет. Ишек. Ах чонăм, шох чонăм, шорт та шортах сикет-ĕçке (от радости). || Подр. зажиганию спички. Б. Олг. Çпичкă шорт! тесе чĕрĕлсе каят. Ib. Стена çомне спичкă шорт! чĕртет. || Подр. обливанию водой. N. Мана шорт шу сапрĕ.

шуç тупан

шуç топан, то же, что шуç чуман. Иштерек. Пазух. 79. Çăварни çуни шуç тупан, çутăлаччен чупар-и? Симб. Хамăр ялти шкулра вĕреннĕ чухне эпĕ шуç тупанпе тата пĕчĕкçĕ çунашкапа ярăнса çӳреме пит юрататтăм.

шуçăм çути

отблеск зари. Сред. Юм. Пăртак кăлт çутăлма пуçласан: шуçăм çути ӳкнĕ, теççĕ. Ib. Эпĕ паян шуçăм çутипех (на заре) тăнă та, кăнтăрла пĕрмай ыйăх килсе çӳрет.

шут-йĕр

след. Çĕнтерчĕ. 30. Шутне-йĕрне те тупас çук! Шутла, шотла, считать, исчислять, счесть. НР. Леш еккинче сакăр капан, ку еккинчен шутлатпăр. На той стороне восемь стогов, с этой стороны их считаем. А.-п. й. 99. Унтан улпут кăсйинчен пĕр кирпĕç пек хут укçа кăларса илсе шутларĕ. N. Апат укçи 1 тенкĕ те 60 пус шутлас теççĕ кунне. ГФФ. Мана савнă сар ача шотласа хонă ылтăн пек. Мой размиленький красавчик — ровно считанное золото. N. Шутласа пĕтер. Кан. Сутнинчен шутласан, ĕçлесе чăрманнине хумасан, ĕнене чĕртсе пуснинчен 25 тенкĕ те 30 пус тупăш куртăм. N. Эпир пурăнакан çĕр те, пур тĕнчене шутласан, хăяр пĕрчи пек анчах вăл. Кан. 1927. Ытти парттисенчен шутласан, коммуниссем халь иккĕмĕш вырăн йышăннă (Керманире). Сред. Юм. Ôттине те шутласа çиç ôтать. (Пит йăраланса çӳрекене, ôтайман çынна калаççĕ). N. Хăш чухне шутласа кăларма çук нумай темле хăрушă япаласем курăннă. НР. Пирĕк пек тăлăх ачасене этем шутне кам шутлать. (Ĕлĕкхи юрăран). Подобных нам сароток кто сочтет за людей. (Из старинной песни). || Думать, решить, намереваться, расчитывать. Хум. Çем. Пĕр шутласан, тĕлĕнсех каймалла. ГФФ. Кĕпе аркине хăю тытрăм, сӳтессине ан шотлăр; савса килтĕр полсассăн та, каяссине ан шотлăр. Я обшила подол рубахи лентой, не думайте ее отпороть; если вы приехалм любя, то и не думайте уезжать. А.-п. й. Йытă шутларĕ-шутларĕ те, упана та пăрахса, этемпе тус пулма шут турĕ. Янорс. Эпĕ он чохне ни хойăха, ни шотлама пĕлместĕп, а тольккă орамра ачасемпе выляса, иртен каçа çитиччен çӳреттĕм. Пшкрт. Пиччĕшсем шотларĕç: тавай ку окмакран тарас, терĕç. Янбулат. Вĕсем шотланă опăшкине ыр вĕлерме. Хир-п. Ытти ялсем те тăвас шутлаççĕ. N. Çав инкеке çĕр ĕçлесе пурăнакансем шотлама пĕлмесĕр чăтса пурăннă. ГФФ. Малаллине те шотланă, ай-ай, полсассăн... Кабы думал и, что будет впереди... || Якейк. Вăл ыранччен тăхтама шотлать-и? Согласится ли он подождать до завтра? || Выдергивать. N. Пуçлать есрел вăрманти ват йомана шотлама. || Шурăм-п. № 22. Турра шутлама пултараймастăп, мĕншĕн тесен турă пĕрех вăл, шутламаллăх çук.

шухăш

шохăш, мысль, дума, намеренне, мнение, убеждение. Капк. Ăш вăркать. Пĕр шухăш пуçран тухма пĕлмест. Юрк. Вăл шухăшна эсĕ пăрах, пуху таврашĕ ан пуçтар. В. С. Разум. КЧП. Манăн шухăш килелле те, вăрманалла та, унталла та, кунталла та. Ал. цв. 17. Хĕре ашшĕ патне çыру çырма, хăй çинчен хыпар яма шухăш кĕрет. НИП. Кĕçĕр темĕскер шухăшсемпе ăйхă вĕçрĕ, çĕрĕпех канăçлă çывăраймарăм. N. Унталла-кунталла пăхкаласассăн, нумай шухăш кĕрет. N. Шухăша вылятса тăрас пулмасть. N. Унта мĕн каласа çырнă, çавна чипер шухăша унталла-кунталла ямасăр итлесе тăрас пулать. ГФФ. Порнтăм-порнтăм порнăçне, кĕрсе карăм шохăша. Жил я, жил и нажил себе (тяжелую) думу. Хош-Çырми. Вуникĕ те чĕкеç — пĕр кашта, йорласа йоррисем пĕтмерĕç; тăванпала тăван тĕл полсан, калаçса сăмахсем пĕтмерĕç: шохăшĕсем чĕре çомĕнче, сăмахĕсем чĕлхе вĕçĕнче. Двенадцать ласточек, сидевших на одном шесте, пели нескончаемые песни; когда встретились двое родных, у них пошли нескончаемые разговоры: их думы в сердце, а их речи на языке. Пазух. 74. Ĕлĕк вылянисем, ай, кулнисем халĕ тăрса юлчĕç шухăша. ГФФ. Пирĕн ĕмĕр иртсе кать (= каять) шохăшпа хойăх хошшипе. Весь век ваш проходит в думах и заботах. (Иэ старивной песни). Ашшĕ-амăшне. Пăртак тăр-ха, Кĕркури пичче, хĕрӳсем урăх шухăш тытĕçĕ (передумают), вĕсенĕн те чĕрисем чулах мар-тăр-ĕçке. БАБ. Çавăн çинчен шухăша килсе кĕрсенех (когда я об этом вздумала), манăн та тепле юмăçа вĕренессĕм килчĕ, терĕ, тет. Сборн. по мед. 77. Ахаль пулсан, вăл шыв ăшĕнче çавăн пек япаласем пур тесе нихăçан та шухăша та кĕрес çук. N. Çӳресен-çӳресен, темĕскер шухăша килчĕ курăнать. Лашм. Çамрăк пуççу ватта, ай, юлсассăн, юрă сĕви кать (= каять) шухăша. Юрк. Паллă, малтан эпĕ ялан хам çырăва хирĕç санран хыпар кĕтсе тăрсаттăм; кĕтсе-кĕтсе те илмесен, темĕн пысăкĕш шухăша юлтăм. ЧП. Вăрăм шухăш, йăвăр хуйхă. N. Ман шухăшпа, по-моему мнению. || Желание. N. Вăсен шухăшне тăваймăн. Их желаний выполнить нельзя. N. Унăн шухăшĕсем çитмен. Янтик. Хуть çуна пар, хăта, хуть пылна пар, кил шухăшĕ ӳкрĕ пил çине (хочется домой). Завражн. Манăн халь сăра (ерех) шохăш мар. || Решение. Собр. Ларсан-ларсан, пурте пĕр шухăш шухăшласа илетпĕр (принимаем общее решение). N. Вăл ун çинчен куççулĕпе йĕрсе ыйтнă пулин те, ашшĕ шухăшне çавăрайман. || Забота. Ст. Шаймурз. Хамăр пуçа шухăш ӳксессĕн, авăнтăмăр хура çĕлен пек. || В. Ив. Ăна таçтан шухăш кĕнĕ (образумился).

шухăшла

шохăшла, думать, обдумывать, мыслить, помышлять, размышлять, намереваться. Букв. 1900. Сăмаха шухăшласа кала. А.-п. й. 105. Хĕрĕ — шухăшлать те, çапла калать... Дочь подумала и так ответила... ГФФ. Калла-малла шохăшласан, калла та малла шохăшласан, икĕ те коçран коççоль йохать. Как подумаешь хорошенько да подумаешь обо всем из глаз льются слезы. Хурамал. Шухăшламан чухне çав çӳретĕн, шухăшласан чĕлхи çыхланать. Когда я не думаю, то хожу себе спокойно, а как стану думать, немеет (путается) у меня язык. Сорм-Вар. Эсĕ ăна ху шухăшласа тупас çук. Тебе этого не выдумать. А.-п. й. 80. Пĕрре вăл шухăша каять: „эпĕ вĕт нихăçан та пăрçа акса курман, çавăнпа манăн тырă пулмасть-тĕр“, — тесе шухăшлать. N. Апла пулсан та, лашасене кантарарах тытма шухăшламаççĕ. Кирлĕ-кирлĕ мар ĕçсемшĕнех ăçта килчĕ унта хăвалаççĕ. КВИ. Этем çапла шухăшлать, хăй ăшĕнче савăнса. Ib. Асап килсен, хĕн килсен шухăшласа ларатăп. А.-п. й. 83. Ĕлĕкхи пек кăçал та пăрçа акса пăхмалла мар-ши манăн тесе шухăшлать вăл. Шухăшлать те, çуркунне каллех пăрçа акса хăварать. Ib. 93. Пĕр-ик эрне иртсессĕн, куланайне татсассăн, каллех Сахар шухăшлать. Ib. 61. Пуçне чикнĕ те, çакăнтах шăнса вилмелле пулать пуль ĕнтĕ, тесе шухăшласа ларнă. Ib. 31. Ну кусене çисе яратăп ĕнтĕ, тесе шухăшласа пырать. Юрк. Уткаласа çӳресен-çӳресен, тата çапла пилĕк-улт сăмах каласан, тата мĕн çырассине шухăшласа çӳрет. СТИК. Шыв кайнă вăхăтра çула тухса кайма ан шухăшла вара. N. Мĕн каламаллине малтанах шухăшласа хурас пулать. Ала 4. Çав вăл шухăшланă тĕлĕнчех вăрман пулнă, тет. N. Хайхийĕн шухăшланă ăсĕ сая кайрĕ, тет. В. Олг. Качака шохашлат: тӳрĕ çынсам çок, тесе. Н. Сунар. Ăсли шухăшличчен ухмаххи çапса ӳкерет. (Послов.). С. Айб. Шухăшлайман чухне шухăшăм çук, шухăшласан пуçăмсем çаврăнаççĕ. Альш. Шухăшламан чухне шухăшăм çук; шухăшласан çамрăк пуç çаврăнать. Ст. Чек. Шухăшлаççĕ пуль ăшĕсенче (про себя). С. Тим. Эпир шухăшлатпăр малалла, пирĕн шухăш юлат каялла. N. Шухăшлах пуçларĕ. Виçĕ пус. 19. Юсас теме шухăшламалли те пулман унăн. Ала 11. Выртсассăн-выртсассăн, хайхи ватă хуçа каллех çамрăк хуçа арăмĕ патнелле шухăшла пуçларĕ, тет. Изамб. Т. Ун пек ача-пăчапа пурăнаç тума шухăшла. Вот и поживи с такими оболтусами. || Соображать. А.-п. й. 71. Пӳрнеске кашкăр хăлхинчен тухса, шухăшлама тытăнать. Юрк. Ăна-кăна пĕрте хам тĕллĕн шухăшласа пĕлейместĕп. К.-Кушки. Ăна-кăна шухăшлакан çын мар. Он бесшабашный человек. || Сравнивать. N. Халĕ те вăл, ĕлĕкхинчен шухăшласан, пит начар хула.

шушлăх

желоб, подстявляемый к концу дранок у крыши. См. сывлăшлăх. N. Шушлăх = шывăшлăх = шăвăçлăх. Орау. „Шушлăх“ поддерживает „чĕренче“ (а наверху „шулап“). Коракыш. Икĕ ефлеттĕр, пĕр капрал, çĕр çирĕм салтак. (Икĕ шушлăх, пĕр шулăп, чĕренчесем). Т. VI. 58. Эпĕ ял хĕрĕнче ларатăп (живу), шушлăх пуçне те пулсан пырса сыртăр (пчелы), тет. Шемшер. Кулук-кулук кăвакарчăн шушлăх тăрăх кускалать. || Желоб, по которому бежит вода из ключа. Пожар-б. || Веревочные удила. Яргуньк. || СПВВ. Шушлăх, сывлăшлăх (?).

шăйрăк

огрех, непропаханные места. См. шăйăрăк. N. Анине лайăх сухаламан: шăйрăксам хăварнă. Череп. Шăйрăк = суха хушши. Чертаг. Шăйрăк, нераспаханное место на пашне. Календ. 1911. Хытă суха тунă чух эпĕ пуринчен ытла шăйрăк юлнине пит асăрхатăп. || Хастарлăх 9. Йăнăшсем, шăйрăксем пулмасан.

шăл

мести, подмегать. Хурамал. Алăкăрсен умне шăлса тытăр панулмисем кустарса выляма. Почаще метите у себя на дворе, чтобы катать яблоки. Лашм. Шур пӳртĕр умне шăлса тытар панулми кустарса выляма. ЧП. Шурă пӳртсем умне шăлса хурăр. Б. Олг. Кил хошшия шăппăрпала шăлса тасатас. N. Кунĕпех урай шăлтăм (мел весь день). Урмай. Карчăкĕ пĕре урай шăлса пынă чух пĕр пăрçа пĕрчĕк тупрĕ, тет. Сем. соч. Вăл ачасен (так!) тула тухса кайсанах, тешурни шăпăр илсе урайне шăлса каять. N. Качака: урампа тапăп, мăйракампа сĕкĕп, хӳремпе шăлăп, тесе калать, тет. N. Шăлсан шăлса ямалла мар, çĕклесен çĕклесе пăрахмалла мар, вăхăт çитсен хăех каять. (Мĕлке). Хош-Сырми. И посрĕç те лартрĕç стул çине, и хырчĕç те пăрахрĕç ман çӳçме, и шăлчĕç те пăрахрĕç çӳп çине. Поставили стул и посадили меня, сбрили они мне волосы, вымели и выбросили их на сорную кучу. Б. Олг. Тавай çак арпая йĕтем çинчен шăлса пăрахăпăр. Сред. Юм. Кô ыраш тăпраллăрах пôлин те, пĕрлех шăлса яр, кайĕ-ха ертел çинче хотăшса. А.-п. й. 55. Анкартинчи сар кĕлетри ырçаран мана шăлса пуçтарчĕç. N. Шăлса кăлар (в печке выметать). НТЧ. Вутти пулсан кăмакине шăлса кăларать те, хай пашалусене, юсмансене пĕçерме кăмакана хывать. || Мыть, чистить. В. Олг. Эп ампар ом шăлас тетĕп вĕри шупа. N. Ялта халăха пуян куштансем хăйсен аллинче тытнă, тĕрлĕ çук законсем хăратса пурăнна; уясра вĕсене улпутсем шăлнă. || В переносном смысле. Орау. Аванах шалтăм! Хорошо поел (чего-нибудь лакомого). Сред. Юм. Ĕнер эпир пôшара карăмăр та, пĕр ôрама çиле май шăлайса тôхса кайрĕ вит. ЧС. Вирĕм тумарĕç те, выльăхсене мур шăлса кайрĕ. || Вытирать, стереть, обтирать, утираться. Пухтел. Тенкел çине шăл, сотри со стула. N. Шăлса ил, обтереть. N. Пылчăкĕсене шăлса илме тарай тутри пулмарĕ. Альш. Саккăрăн-саккăрăн килтĕмĕр те сакăр хаклă тухйипе сак çи пусса шăлтăмăр. ТХКА З0. Тăхти, эсĕ ирхине-каçхине пит çусан, апат çисен, апат умĕн аллуна çусан, эпĕ сана хăвна панă алшăллипе пите-куçа шăл вара. Ман алшăллипе ан шăл, тет ман карчăкăм. О сохр. здор. Пурте пĕр алшăллипех шăлаççĕ. Собр. Пĕр алшăллипе иккĕн шăлсан: вăрçать, теççĕ. СЧУШ. Иккĕн пĕр алшăллипе шăлсан, иккĕшĕ часах вăрçă кăлараççĕ. Юрк. Хăй çав вăхăтрах арăмĕнчен чăвашла калаçса чышкисене шăлма тасарах алă-шăлли илет. КС. Туттăрĕпе мана питрен шăлса илчĕ. Она провела мне по лицу платком. || Замазывать. О сохр. здор. Пӳрт чӳречисене, алăксене йăлт шăлса питерес пулать. Баран. 158. Çурт-йĕр таврашне вĕсем çинçе пĕренерен туса, тăм шăлаççĕ, тулашĕпе шалашне пурпа шуратаççĕ. N. Тампа шăл, мазать глиною. N. Кăмакана питĕрсе тăнпа шăлсах хучĕ (во время „çип хутни“). КС. Кăмака шăл, обмазывать глиною. Ib. Кăмака шăлмалла-ха пирĕн, ытла кăмака тĕпĕсем катăлса пĕтрĕç. Ст. Чек. Кăмака питне шăл. || Заметать (о снеге). N. Çула шăлса кайнă. Дорогу замело (занесло снегом). N. Çула юр шăлса кайнă. Баран. 41. Такăр çула юр шăлса кайнă; çуран çӳрекен сукмака лаках шăлса тултарнă. СТИК. Тăман çула чист шăлса лартрĕ (замело дорогу). Орау. Çула шăлса лартнă кĕçĕр (передуло). Сятра. Çол орлă шăлса лартса та, çолĕ çĕтсе. Подл. Шигали. Аслă çулсем çине юрсем шăлнă (замело снегом). Сред. Юм. Хĕллехи çола тăман шăлать. Зимою дорогу буран заметает. N. Çула йăлт шăлса тухнă, лаша чĕркуççи таран путса пырать. Баран. 86. Кунта ăлавсене шăлса кайни те пайтах пулкалать. Кн. для чт. 10. Пĕчченех ларать çав ял, унти çынсен пӳрчĕсене тăман шăлса кайнă. РЖС. З. Çав çĕрхине хулари çуртсене тăманпа шăлса кайна, урамсене юр вĕçтерсе тултарнă. Ст. Чек. Йĕтеме юр шăлса кайнă (замело). N. Юр шăлса лартать. N. Кӳлле йор шăлса лартнă. N. Кун усал, юр çăвать те шăла-шăла лартать. Нюш-к. Малтанхи юр çĕр çумĕнчен шăлса çусассăн, выльăх хĕнерсĕр (начар) пулать. || Гладить (напр., по голове), приглаживать. ГФФ. Куç умĕнче атте çук, пулсан та пуçран шăлас çук. Нет у меня здесь родимого батюшки, а если бы он и был, то не погладил бы меня по головушке. И. Тукт. Ульяна хăйĕн савнийĕн юнланса пĕтнĕ çӳçĕсене ик аллипе те шăла-шăла якатрĕ те, ăна сивĕнсе кайнă тутинчен чуптуса илчĕ. Ал. цв. 4. Вăл хăйĕн юратнă хĕрне чуп-туса, ачашласа, пуçĕнчен шăлса калать. Юрк. Куçăмран пăхрĕ, пуçăмран шăлчĕ; пуçăмран шăлчĕ, пуçма çавăрчĕ. С. Айб. Салтак патша ывăлне пуçĕнчен шăла пуçларĕ. НТЧ. Хăй пĕр курка шыв ăсса илет те, хур пуçĕ тăрăх шăла-шăла (гладя) ярать. ТХКА 121. Яка пуçлă усламăç мăн сухалне аллипе шăлса илет якатса. Собр. Пăттине çисе пĕтерсен, хырăм тăрăх шăлтăмăр, çаплах куçĕ выçă пулчĕ пирĕн. || В переносном смысле. Сам. 70. Шăлнĕсене вăл шăлать, вырма йăпатса.

шăл

зуб. Изамб. Т. Ачанăн шăлĕ шăтсан, ăна малтан куракан çынна: эсĕ ку ачана кĕпе тăхăнтартмалла ĕнтĕ, теççĕ. N. Шăл шăтни, зубопрорезание. N. Шăл тухнă вăхăтра кастарма юрамасть (оспу). N. Вăй çитменнине шăлпа, теççĕ. Альш. Эпĕ хам шăннă, шăлсем хире-хирĕç шак-шак тăваççĕ. Ал. цв. 10. Тӳрĕ хуçанăн хăранипе шăл çине шăлĕ тивмест. Артюшк. Ман пур шăлсам та ыратса ирттерчĕç. Янтик. Сан шăл ыратать-им? (Спрашивают тогда, когда спрашивающий сомневается в болезни, или думает, что у него вовсе не болит). Ib. Сан шăлу сурат-им? (Спрашивают тогда, когда более или менее определяют болезнь человека). Орау. Шăл ыратакан çынсем пыркаларĕç-и? В. Олг. Си шу ĕçсен шăла тиет (ломит зубы, скоро проходит, если после горячего выпить холодной воды). Шурăм-п. Сахăр ан хышла, шăлусем пĕтеççĕ. Букв. 1900. Эй, пăхма анчах илемлĕ-ĕçке! Çи-халь ăна, çăварна пĕр шăл та хăвармĕ! — тесе пырать, тет, хăй нимĕн тăвайман енне. Якейк. Шăл ларттар, вставлять зубы. Çĕнтерчĕ 6. Манăн шăлĕсем те çукрах та, эпĕ кăчăртатнине пĕлместĕп. Янтик. Сан шăлсем пиçĕ-ха, эс çак хыт татăка та çимелле. N. Ман икĕ енче икĕ шăл катăлса ӳкрĕç çори таран. N. Катăк шăл. N. Эпĕ хама хам сыхланаймарăм, лаша шăла тутипе персе хуçрĕ. Якейк. Шăл коч тапранчĕ. Зуб расшатался. Н. Лебеж. Хура вăрманта шĕшкĕлĕх, шĕшкĕ тăрри сарă мăйрă, çав сар мăйăра катакан шăлĕ тĕпĕ пушанĕ. Яндобы. Пăт чĕреспе кĕлете кӳртрĕм, ерипе, чӳрече çинче шӳтертĕм, ерипе, увăç тупанпе типĕтрĕм, ерипе, шăл тупанпе хăйăрларăм, ерипе, йĕкĕрлчепе авăртрăм, ерипе. Альш. Ман шăла хурт çиет, шăл сурат. А.-п. й. 30. Вут умĕнче хĕртĕнсе ларакан качака такипе сурăх такине курать те вăл: кусене халех çисе яратăп, тесе, шăлĕсене шатăртаттарса пырать. Ib. 52. Ну халь сана çисе яратăпах, тет шăлĕсене качăртаттарса (кашкăр). N. Микулай çине куштансем час-часах шăлĕсене хăйраса тăнă, час-часах кулнă. N. Хресченсемпе улпутсем пĕр-пĕрин çине шăл хăйраса тенĕ пек тăраççĕ. СТИК. Вăл такçантанпах шăлне хăйраса тăрат та-ха (ждет получить лакомый кусок в виде награды или милости), те пулĕ темĕн. Кан. Çынсем ĕçнĕ чух тата шăла йĕрсе ларас-и? А.-п. й. 88. Шăлне йĕрсе, ахăрса кулса сĕлтрĕ Сахара. N. Шăлна çырт та чăт. N. Ним тума та çок, тӳсес полать, шăла çыртас полать. Сред. Юм. Шăлна çырт, молчи, прикуси язык. Кама 10. Паян темшĕн шăлна çыртнă эсĕ? Сред. Юм. Шăлпа çыртса тортас патне çитрĕм (очень рассердился). СТИК. Шăлне çыртса ларат. Сердится, но удерживается вылить злобу. ГФФ. Шăл хошшинчех усраттăмччĕ. Берег я ее (песню), хранил меж зубов. Ст. Чек. Шăл хушшине хума çăккăр çук. (Говорят о бедности). Вишн. 67. Шăл хушшисене тата шăрпăкпа е йĕппе чакаласан та пăсăлать. Сунчел. Пĕчĕкçĕ чӳне эпĕ пĕчĕкçĕччĕ, шăл хушшинчи мăйăр тĕшĕччĕ. Альш. Çакă тăвансемпе ĕçсе-çини халĕ шăл хушшинче пур пекех. Изамб. Т. Вăл сана час-часах шăл хушшине хĕстерет (шăл хушшине хурат). Микушк. Тăшман шăлĕ хушши сайраран (зубы врагов не коснулись нас). N. Çав шуйттанăн çивĕчĕ шăлĕ айне кĕрсе ӳкес марччĕ. N. Тĕп пултăр – шăлĕ-масарĕ. (Скажет, кто не жалеет зубов). Синьял. Эпĕ питĕ лайăх ӳсрĕм вонçичĕ çула çитиччен, вунçич çула çитсессĕн, çын шăл айне хĕсĕнтĕм. Ядр. Пире апи çуратнă, чул хушшинче çуратнă. Шăхан ту хĕрĕнче ӳстернĕ, çавăнпа эпир çын шăль (= шăлĕ) айĕнчен тухаймастпăр. Сĕт-к. Ял варĕнче çитĕнтĕм, çын шăль (= шăлĕ) айĕнчен тохимарăм. Шорк. Çинĕ чухне шăл айне темĕскер лекрĕ (на зуб что-то попало). Кан. Аран шăл витĕр калаçать. Юрк. Эрех ĕçекеннисем, пĕр чĕнмесĕр, йăл-йăл-йăл шăл витĕр кулса анчах тăраççĕ. Баран. 23. Куç курать те, шăл витмест. Хоть видит око, да зуб неймет. Чураль-к. Каçтăркан çырли çима тутлă, çима тутлă, шăл витмест. Ст. Чек. Аçтăркан мăйăрĕ çиме тутлă, катма тăтăм, шăлăм, ай, витмерĕ. Ай-ай, савнă тусăм, хура тусăм, илме тăтăм, шăлăм, ай, витмерĕ. П. Федотов. Ватă карчăкăн мĕне шăл витмест? Ст. Чек. Шăлне çиет. (Говорят о том, кто во сне скрежещет зубами). Полтава 96. Шăл çĕмĕрсе ылхану (скрежет), ăнран кайса калаçу, халăх сасси кăшкăрни, туп янтраса çĕмĕрлни, тупăртатса чуптарни, лаша хуйса кĕçенни – пур енчен те илтĕнет. || Зубец, зазубрина. || Зубья (у пилы, берды, бороны, гребня, чесалки). Ст. Чек. Виçĕ хĕç шăлĕ. || Пальцы шестерни (на мельнице). Сюндук. Изамб. Т. Ул урапан хĕрринче шăлсем пур. || Спицы (у телеги). || Копылья (у саней). Изамб. Т. Çуна тупанĕсем çине шăлсем лартаççĕ. Пазух. З6. Çунаçăм, çунаçăм, ай, сакăр шăл, сакăлтана каймин, ай, юрĕччĕ. || В переносном знач.— зерно. Трхбл. Пĕр шăл тырă та çук. Нет ни зерна хлеба. Ст. Чек. Куштансем мукаçей кĕлетне пĕр шăл тырă хывмарĕç (не дали ни зерна хлеба в общественный магазин). Т. VI. 30. Тăррине чакан пек пар, тĕпне хăмăш пек пар, пуç çумне пуç хуш, шăл çумне шăл хуш. (Из моленья). || Комочек (соли). Якейк. Пĕр шăл тăвар, кусочек каменной соли. Сорм.-Вар. Сыпрăм-пăхрăм шӳрпине, виç шăл тăвар кирлĕ мĕн. N. Вĕсем час-часах пĕр татăк çăкăрсăр, пĕр шăл тăварсăр ларнă. || Штука, единица. Т. VI. Пĕсмĕлле пĕр турă, така пĕр шăл пулсан та, кĕлте çыххи пушă пулсан та, çĕрĕк пăяв пĕр шăл пулсан та, сысна пĕр шăл пулсан та, эсĕ ан пăрах, хаярлă куран кайнă пулсан та, çын çиллисемпе пулнă пулсан та... (Из моленья). || См. тура-шăл.

шăла-пир

редкий, грубый холст для портянок, мешков и пологов. N. Шăла-пир, ткань, холст на подоплеку. КС. Шăла-пир, редкий, грубый холст (идет на подкладку). N. Саккăр хĕçĕпе тĕртнĕ шăла-пир. Яргейк. Кутăнчи йĕмĕ шăла-пир. Мусирми. Çак Мăн-Çырма хĕрĕсен шăла-пиртен йĕмĕсем. Ib. Çакă Тӳшкилт хĕрĕсем, тăла-пиртен йĕмĕсем. N. Эпĕ паян Ваçлее куртăм, пăрахут çинчен кăчакартан килет, тет, на-а-ачар, шăла-пир пекех типсе кайнă. В. Олг. Шăла-пир, редкий холст, изготовляемый для подкладки, ткут в одну нитку, а не в две. Сред. Юм. Шăла-пир тесе толĕ çиппинчен тĕртекен пире калаççĕ. СПВВ. ВА. Шăла-пир — аçлăк. N. Шăла-пир, редкое полотно. Ст. Чек. Шăла-пир, редко сотканное полотно для подкладки. Начерт. 203, Золотн. 109. Шала-пир, однозубка.

шăлами

вровень с краями, полно. Толст. Шыв шăлами туличчен патша нумай кĕтсе тăнă. Царь долго ждал, пока вода наберется вровень с краями. Сред. Юм. Эпĕ паян шыв пĕр катка шăлами шыв кӳрсе тултарнă. Ib. Витре çине шывва амма чисти шăламиех толтарса лартрăн ôна, вырăнтан тапратсанах кисренсе тăкнать вит ôлă. СПВВ. ФИ. Чашкă тавраш çине хĕррипе тан шыв тултарсан, шăлами тултарнă теççĕ. СТИК. Шăлами тулли. Ib. Шăлами тултар = тулли тултар. Ыраша шăлами тултар тесен, ыраша пăтавкка хĕрринченех тултар тени пулать. Толст. Поликрат чури çав кимĕсене курсан: вĕсене чăнах та шăламиех ылттăн тултарнă, тесе ĕненнĕ.

шăллăм

мой младший брат. Н. Карм. Ку çырăва эпĕ хамăн шăллăм тивĕçлĕ Клавдий Тарасовран яратăп. Турх. Эй, мĕнтарăн шăллăмĕ!

шăлнăм

то же, что шăллăм. Янш.-Норв. Эпĕ шăлнăмпа тĕпеле выртрăм.

шăлт

подр. захлопыванию двери (слабее, чем шалт). N. Алăка хăй хыççăн шăлт! хупрĕ. Слегка хлопнул дверью. Орау. Алăкне шăлт! хуппăрĕ. Притворил дверь. || Подр. стуку. Б. Олг. Коропкă эпĕ прахсартăм алăран, шăлт! терĕ. || Шорк. Пăрçа хотаççи шăлт! çорăлать. || В. Олг. Сăмсаран шăлт! шаклатрăм. N. Урипеле шăлт! турĕ. || Совершенно, совсем, как раз, точь-в-точь, точно, ровно. Баран. 97. Икĕ сехетре шăлт кăна икĕ çухрăм турăмăр. Ст. Чек. Вăл ĕç шăлт (как раз) çав уйăхра пулчĕ. Ib. Шăлт кăнтăрла тĕлĕнче акмаççĕ. Ана çине кăнтăрла тĕлĕнче çитсен, кăнтăрла сулăнасса кĕтеççĕ. Кăнтăрла тĕлĕнче аксан, тырă пулмас, тенĕ. Баран. 231. Шăлт çав вырăна лартнă. Юрк. Шăлт карта варрине пĕр çĕре шăпăрпа шăлса тасатат. С. Тим. Тăван, уйрăлатпăр, уйрăлатпăр, шăлт çурмаран улма каснă пек. Ст. Чек. Шăлт çителĕклĕ парса ячĕ. Ib. Шăлт çитрĕ. Как раз хватило. Ib. Шăлт кĕчĕ. Как раз поместилось. Ib. Шăлт тулчĕ. Как раз наполнилось. Тувси. Шăлтах пĕтрĕ. Толст. Вăл шăлтах 12 кĕрепенке тайнă. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 12. Вăл тĕрлĕ чĕрĕ япаласем хушшинчи пурăнăçа шăлт хăй майлă çавăрать. О сохр. здор. Эпир мĕнрен чирленине, епле чирленине тата епле сывă пулса пурăннине шăлтах вĕренсе пĕлеççĕ. А.-п. й. 113. Кайрĕ-кайрĕ, шăлт халтан тухрĕ. Ib. 72. Хуçа тарăхнипе шăлт ăнран каять. Ib. 84. Шăлт хĕнесе пĕтерчĕç. Ала 27. Хайхи генерал Евгения курсассăн шăлт тĕлĕнсе карĕ, тет. Ст. Чек. Шăлт ватăлса çитсен. Ир. сывл. 14. Мăшкăл мухмăрĕ шăлтах хуплатчĕ. Чĕлкаш 10. Вара çакăн хыççăн уçă сывлăш тухас пек, çĕр çинче шăлт лăпкă пулас пек туйăннă. Богдашк. Ĕнтĕ шăлт: вăрăм тумтирĕнчен ярса тытам, тесе пыратчĕ те, лап тăсăлса ӳкрĕ хуса пыраканни.

шăмат-кун

суббота. Ст. Чек. Шăмат-кун кăнтăрла иртсен ака кăларма тиркенĕ. N. Шăмат-кон — хорт çинĕ кон акас мар-ха, тăхтас, тенĕ. N. Шăмат-кун сывă мар çынна хура кĕпе тăхăнтарсан, çын вилет, теççĕ. N. Шăмат-кун сырнă çăпатапа выльăх картине кĕрсен, выльăх хунамасть, теççĕ. Трень-к. Чăкăртан киле тавăрăнма инче пирки эпĕ киле шăмат-кунсенче анчах тавăрăнаттăм.

шăн

мороз. N. Шăн = сивĕ. ТХКА 72. Çуркунне пĕр ирхине шăн çинчен эпĕ вăрмана шĕшкĕ кăчки сăтăрма карăм. Орау. Пĕренесене ыран шăн çинчен куçарса пăрахăпăр (перевезем по морозцу, т. е, утром). Яргульк. Çын кĕркунне тин шăн çинчен тулă кĕлтине тияма пынă. Якейк. Шăн çинче (по мерзлой земле) выльăхсам уçăлса çӳреççĕ Орау. Шăн ирĕличчен (пока не расстаял утренний ледок, пока не развезло) кайса килес. Шурăм-п. Ирпе хĕвел тухать, Ирхи шăн ирĕлмен-ха. Çутт. 42. Шăн ирĕлсе йĕтем пăсăлаччен авăна çапса пăрахас тесе, васкаса ĕçлетпĕр. Толст. Шăнпа çурăлакан пĕренесем шартлатни. Шорк. Шăн тытăннă. Подморозило (на улице). Имен. Пĕр эрне шăнтмарĕ, халĕ ĕнтĕ шăна карĕ. Целую неделю не морозило, а теперь уже начало морозить. ЧП. Сăсарпала тилле йĕрле-йĕрле шурă парсуй урине шăн касрĕ. N. Алла шăн касрĕ, обрезал замерзшим снегом, льдом. || Мерзлый. Çутт. 42. Шăн йĕтем çинче тăпачă сасси аякка каять. Шорк. Шăн пилеш. (Ягоды рябины собярают на зиму и хранят в холодном месте). Их едят в замороженном виде, (которые освежающе действуют на угоревших). Ib. Шăн олма. (Собирают яблоки диких яблонь и хранят так же, как и ягоды рябины, в холодном месте). Чураль-к. Çичĕ çул выртрăм пĕр варта шăн йывăç кăшласа. О сохр. здор. Çуркунне те, çĕр шăн чухне, çавнашкалах çара уран тухас пулмасть. N. Çĕр шăн тăрать. Полтава 25. Ку кам каять юланпа капла шăн çĕр вăхăтра? Сам. 19. Пĕр çĕвĕсĕр шăн пĕлĕт çанталăка тăвăрлать. Кĕвĕсем. Аттепелен анне килĕнче шăн çурта пек (сальная свеча) пӳме ӳстертĕм. || В переносн. значении. Сред. Юм. Шăн пуç, глупый, то же, что шĕмă пуç.

шăна

муха. N. Эпĕ унăн пысăклăх хутлăхне шăна тытса ятăм. Шăна чир. сарать З. Старик калать: шăна-шăнах ĕнтĕ вăл, мĕн калаçмалли пур ун çинчен? N. Пӳртре шăнасем нумайлана пуçларĕç-ха: шăна пĕтермелли илмелле пулĕ. N. Шăна пек çыпçăнать (о привязчивом). Орау. Шăна пек çантах тăрăнать (когда любит пить чужое). Ст. Чек. Шăна çиен. (Так называют скупого). Сред. Юм. Шăна патши, пĕчик ачасене: начар эсĕ, тессине, шăна патши пик, тесе, вăрçтараççĕ. || Комар. Шумерля. Шăна çыртать. || Пчела. Мереш-поç. Пирĕн ялта шăна тытакан (пчеляк) пĕр çын пур та, унăн пыл те пур, те çук – пĕлместĕп. || Назв. игрушки. См. шăналла выляни. Çĕнĕ Кипек. Шăнана ак çапла тăваççĕ: пӳрне тăршши яхăн патакăн пĕр пуçне шĕвĕртеççĕ те, çав шĕвĕр пуçĕнчен çуррине яхăн картаççĕ, вара шăна пулса тăрать.

шăнар

норовить. N. Хĕнеме шăнарса тăрать, норовит бить. N. Ашшĕ умĕнче çилпе (= çилĕпе) тулса шăнарса тăрать. N. Ывăлĕ çапла çиллине шăнарса тăрсан та, ашшĕ майпа, сапăррăн калама тытăнать. N. Вăл пĕр çиллине шăвара пуçласан, темĕнтен те тискер. || Подавлять. Стюх. Çиллине шăнараймасăр çӳрет. Ходит, будучи не в состоянии умерять, подавлять свой гнев. Ib. Çиллӳне шăнараймасăр çиленсе çӳретĕн. Якейк. Хун ĕссĕрне хăва шăнаримастăн; ĕссĕр полсан та, ĕссĕре шăнарса (палартмасăр) çӳрес полать. Ст. Чек. Çиллине шанараймас, çиллине ниçта хураймас. Не знает, на ком сорвать свой гнев. Сĕт-к. Çиллине шăнаримасăр çапла хăтланать вăл. || Отнять, присвоить. Начерт. 203. Толст. 31. Пуринчен ытла эпĕ червончик шăнарнинчен хăраса пыратăп. СПВВ. НН. Шăнар — пĕр-пĕр япалана вăрласан тунса хăтăлни.

шăнкăр

подр. звону колокольчиков; подр. звону монет. Алик. Шăнкăр укçа пăрахса хăварчĕç, тит (козы). Альш. Акă туй çунисем шăнкăр! шăнкăр! туса килеççĕ, тет. Ib. Шăнкăр та пĕр шăнкăр, ай, килтĕмĕр, çывракан арăмсене вăратса. Пазух. И шăнкăр та шăнкăр, ай, килтĕмĕр, ăшă ăйхăсене вăратса. В. Олг. Шăнкăрр! || Подр. журчанию. N. Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать. || Совершенно. Н. Карм. Шăнкар уяр. Совершенно ясно. ЧС. Çывăрса тăрсан, эпĕ витерен утă çинчен тухрăм та, çăмăр та чарăннă, каç та пулнă, тата шăнкăрах уяртнă. N. Шăнкăр кăна уяр хĕвеллĕ кун. См. МКП 42–43.

шăп

подр. тишине, подр. утиханию; тихо. N. Пирĕн тĕлте нимĕçсем шăп тăраççĕ. Ашшĕ-амăшне. Шăп çеç тăраççĕ. ЧС. Пĕр чĕнмесĕр шăп кăна тăрăр. N. Хуçи тухса кайсан пӳртре шăпах пулаççĕ (затихают). N. Йăлтартатса çутатса шăпах ларать мăнастир. N. Унтан вăл икĕ минут шăп пулнă. Дик. леб 34. Унта пит шăп пулнă, Елиса хăй утнине хăй те илтсе пынă. Йӳç. такăнт. 52. Шăп пул! Изамб. Т. Ул сасă, салтаксем тухса кайсан, шăп çеç пулат. Утăм. Шăп пул... мальччет! N. Порте шăп полчĕ. Все стало тихо. Туперккулёс 7. Анчах иртсе кайсан, шăпах пулаççĕ — кайран пĕр çын та чирлемест. Полтава. Шăп чарăнчĕç. Смолкло все. || Тихий. Ск. и пред. чув. 17. Сиктереççĕ сиккипе шăп сывлăша янăратса. N. Кил часрах, мĕн унта шăп карăк пек пăхса тăратăн. || Ровно. N. Шап çулталăк çитрĕ. Янтик. Шăп кăнтăрла çитрĕм. Пришел ровно в полдень. N. Çук çул пĕтни шăп çирĕм çул, ун сăмахи ланах çитсе ларчĕ. N. Пырсассăнах çырмаран ăса-ăса улăхса хĕрĕх витре шăп яраççĕ. (Питĕркке шăтăкĕ). Ск. и пред. чув. 20. Шăмăш автанĕ авăтать, шăп çур-çĕре пĕлтерет. N. Шăп çур-çĕрте килчĕ. Ачач. 99. Хĕвелтухăç еннелле пăхса, умне шăп пĕр хут хĕрес хурса илет те çиме тытăнать. || Как раз, в самый раз. Скотолеч. 5. Пур чунлĕ япалан та юнĕ шăп хăйне кирлĕ таран анчах пур. Букв. 1900. Шăп ыраш вырса пĕтнĕ вăхăтра пирĕн Марук сасартăк чирлерĕ те, йăлт тĕсĕнчен ӳкрĕ. N. Эпĕ ана чулпа шăп çамкинчен лектертĕм. Пазух. Улт уралă капан шăп варинче пĕр сыпăксăр кĕпçе ӳстертĕм. N. Уйăрлатпăр, тăван, уйăрлатпăр, шăп çурмаран çурнă улма пек. N. Воевотăн тусĕсем ун сăмахне илтсен, çĕрĕç урхан шăммисем пĕрре алла шăп лексен. Дик. леб 5. Шăп çав вăхăтра. N. Чăвашсем тырă шăп пулса çитиччен вырмаççĕ. N. Иосиф тĕрмере хĕн пурăнăçра шăп ӳссе çитĕнсе пысăк çын ăсĕ кĕричченех ларнă. Толст. Сире йытăсем шăп хуса çитсе тытас чух, эсир хӳрĕре пĕр енелле пăратăр та, йытă та сирĕн хӳрĕр хыççăн пăрăнать. Хăр. Палля. 4. Кайран пĕрерĕн-икшерĕн кĕрсех халăх шăп тулчĕ. N. Шăп (яр) çутăлкчченех. Утăм. Куштан алли, хаяр кӳсек ăна лексен, шăп ăнсăрлатнă. КС. Шăп чунĕ тухичченех. N. Шăп чĕрĕлсе çитичченех. || Очень. М. Тув. Ыраш çулĕн майракай шăп шулака çитĕнет, пирĕн, ялăн хĕрĕсем шăп шулака çитĕнеç. N. Эпĕ мар, пур çынсем те шăп тĕлĕнетчĕç вăл çапла чупса çӳренинчен. Малт. шк. вĕр. фиç. 92. Пур фоккус та шăп юнашар выртнăран, шур хут çинчи кĕлетке татăкăн-татăкăн ӳкмест — илемлĕн тикĕс ӳкет. || Все, всё. Б. Олг. Ну, тет, сан ачасем шăпах пор-и (все ли на лицо)? — тет. Эп калатăп: шăпах пор. Регули 241. Тытманни çок, шăпах тытнă. Истор. 127. Шăп вилсе пĕтичченех. Кан. Анчах халĕ пĕр пус та çук, шăпах тавар çинче тăрать.

шăпа

жребий, судьба. Сред. Юм. Шăпа яр, бросать жребнй. N. Шăпа сиктер, бросать жребкй. Изамб. Т. Валеçнĕ чухне (луга) шăпа сиктерсе çӳресси пит аван. Кан. Кашни ана çинче шăпа ярса пыраççĕ. Сред. Юм. Шăпа ани — шăпа ярса тохнă ана. Баран. 173. Çамрăк ачасемпе çамрăк хĕрсем, шăпа ярăр. Юрк. Çак ялта пĕр маттур хĕр, пур ачасем ячĕç шăпана. Орау. Шăпине патак тăрăх алă тытса тухса яраççĕ. Сред. Юм. Ертелпе япала кăшне (= хăшне) тохать тесе, патакпа шăпа тытаççĕ. N. Шăпа тытаççĕ, тет, кама малтан кайма тивет. N. Ывăлĕсем шăпа тытаççĕ. Альш. Шăпа тытаççĕ, тет те, аслă ывăлне тухат, тет, сыхлама. N. Манăн шăпам чи лайăх çĕре тухрĕ, манăм çĕрĕм пит кăмăллă. N. Стражниксене е вырăнти çынсене вĕлерме тытăнсан, эпĕ вулăсран хресченсене илĕп те, шăпа тăрăх пăшал пертерсе вĕлерттерĕп, тет. N. Шăпа кантри. N. Манăн шăпа кая юлчĕ. N. Эпĕ тăрап кивĕ шăпапа. Тобурд. Эсĕ кив шăпана юлнă çын. Ты оставленная на старый жребий. (Так говорили про девушку, которую раз украли, но отец не дал, и она, таким образом, всталась старой девой). Изамб. Т. Пирĕн камсемпе шăпа? Кукша Йăкăнатсемпе. Ху каларăн çавсемпе пулма. (8 душ, которые получили общую часть лугов). || Çĕнтерчĕ 38. А-а-а! лекрĕ! Шапи тулчĕ. Чăв. юм. 1919, 23. Çав чух-ха ăна. Хăй чиперрипе тек çиçсе çӳретчĕ, пĕтрĕ ĕнтĕ! Шăпи тулчĕ. Янтик. Кĕске çаран утине кăçал çулас теменччĕ, шăпи тухрĕ — мĕн тăвас. || Счет. || Бирка. СТИК. Тир тума парсан, е улача пĕветме çаптаркка çаптарма парсан, шăпа туса парса хăвараççĕ. Золотн. Шăпа, жребий, доля, участь, участок.

шăпăлтат

бултыхаться; шептаться, говорить шопотом, тихо беседовать. Çутт. 113. Кайăксем каллĕ те маллĕ вĕçеççĕ, шăпăлтатаççĕ. Перев. Ах, пит ыратать те, — тесе шăпăлтатса каланă ача, — анчах эпĕ аннене хампа мĕн пулнине систересшĕн мар.

шăпăлчи

назв. птицы. Шибач. См. шăкăлчи. Шишкин. Шăпăлчи тытрăм кĕлеткепе, хора кайăк тытасран, эпĕ сар хĕрпе порăнтăм, хора ача порнасран. Ердово. Пирĕн лаши лаши пек, кĕлетке çинчи шăпăлчи пек.

шăпăрла

назв. наговора. Изванк. Кунта пĕр „шăпăрла“ тиекен чĕлхене анчах çыратăп. Çак чĕлхе ак çапла пуçланса каять: „Ырă мăн туррăн çетмĕл те çич ылтăн кӳлĕ, çав ылтăн кӳлĕсенчен ылтăн çапмапа (= çатмапа?), ылтăн кашăкпа хăçан та хăçан ылтăн шыв ĕçтерсе кайтăр та, çавăн чухне тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе килтĕр. Турăран этем ывăлĕ хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич кĕмĕл кӳлĕ. Çитмĕл те çич кĕмĕл кӳлĕрен кĕмĕл çапмапа, кĕмĕл кашăкпа, кĕмĕл шыв ĕçтерсе-çитерсе кайтăр та, тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе илтĕр. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич пăхăр кӳлĕ. Çитмĕл те çич пăхăр кӳлĕсенчен пăхăр çапмапа, пăхăр кашăкпа хăçан та хăçан ĕçтерсе-çитерсе кайтăр та, тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе илтĕр. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ чĕлхи сиплĕ, „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич урапа тукунĕ. Çитмĕл те çич урапа тукунĕсем çине хăçан та хăçан хăмăш шăтса, этем ывăлĕ-хĕрĕ шăпăрла чĕлĕх çавсенчен тутăр та, тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе илтĕр. Турăран этем ывалĕ-хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич вутлă вучах. Çав çитмĕл те çич вучахшне (= вучах ăшне) хăçан та хăçан хăмăш шăтса тухса, çав хăмăшсенчен кутăн чĕлĕх лартса, шăпăрла туса çĕнтерсе тин илтĕр. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич пӳртĕш хăмпи. Çав çитмĕл те çич пӳртĕш хăмписене хăçан та хăçан юн тулса çĕре ӳктĕр те, çавăн чухне тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе илтĕр. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич хĕрсе тухакан хĕвел, çав хĕвелсем хĕррисене хăçан та хăçан юн тултарса илтĕр те, çавăн чухне тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе илтĕр. Турăран этем ывăлĕ хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич тылла пуççи. Çитмĕл те çич тылла пуççисем çинчен çитмĕл те çич купа утă, вилнĕ çын алли-уррипе кĕрепле туса, тутăр та, тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе илтĕр. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич вар пуç, çав вар пуçсенчен çитмĕл те çич тинĕс тухса, пĕтĕм çынсене путарса вĕлерсен, çавăн чухне тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе илтĕр. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Пĕр-пĕр лашана юсас пулсан, лашине каштаран каçăртса кăкараççĕ. Хăйсем пĕр-пĕр алтăр çине, çак эпĕ кунта çырнă чĕлхесене каламассерен алтăр çине сураççĕ. Чĕлхе вĕрсе пĕтерсен, шывне лашана ĕçтереççĕ пур усала, пĕтĕм пăсташа хуса кăларăр тесе.

шăрчăк

особый род мотушки ниток, крестообразное наматывание ниток на веретенно при пряже. В. Олг. Толст. Çав пар карнă хашака шăрчăк теççĕ. Петрунка. Шăрчăк çиппи — хура çип, шăрчăклама час пулмас. Хурамал. Вăрăм çипе пӳрнесемпе шăрчăк турăм (чăркарăм). Н. Седяк. Шăрчăк — алă çине çип чăркани. СТИК. Вăл шăрчăк хывса авăрлат. Она прядет, наматывая отдельно на веретено в нескольких местах. Сред. Юм. Кĕнчеле арланă чохне йĕке çине пăртак арлаççĕ те, тепĕр хут ал çине шăрчăк хорса, ал çинчен еке çине хытарса çăмхалаççĕ. Питушк. Шăрчăк — йĕке çине çăмхалани. Ib. Шăрчăк сӳтмелле тавлашаççĕ. Хăшĕ кая юлаканне пуçран шаклатать; „каска айне пултăн!“ тесе. Городище. Шăрчăк акă мĕн вăл. Йĕкене авăрласа тултарсан, тата нумайрах çип кӳртес тесе, урăх йĕкепе пĕчĕкçен авăрласа тултараççĕ. Сăмахран, Альтя виç шăрчăк авăрланă, теççĕ. Чăв. к. Шарчăк — пĕр татăк кустарса хунă çип е ука. Ст. Чек. Шăрчăк ука шăрчăклă пулат. Чăв. к. Саккаслатса çӳçме кастартăм, çинчен шăрчăк ука кустартăм. СПВВ. Урам урлă каçнă чух ылттăн ука шăрчăкĕ эпĕ тупрăм. Тайба-Т. Тăри тăрса вĕçрĕ куртăр а, утăрсе утланса чупрăр-а; çакă ял хĕр-сăри килчĕ — куртăр-а, ĕçĕрсе пăрахса чупрăр-а, шăрчăкăрсе татса ырăр-а. Ст. Чек. Кĕрӳ ларакансем шăрчăк татнă, кăчухне кĕр çĕкленĕ, теççĕ.

шăт-шат

подр. неодинаковым звукам ломающихся деревьев. Якейк. Шăт-шат! — ломаются деревья. СТИК. Сред. Юм. Шут шăрçи шăт-шат тăвать. || Подр. треску скорлупы яиц. Бреняш. учит. Матякне эпĕ вучаха хутăм, шăт-шат! терĕ, трупа витĕр тухах карĕ. || Кан. Чӳречерен вĕçерĕннĕ чӳрече хуплашки те вăхăчĕ-вăхăчĕпе шăт-шат тутарать.

шăтан-юхан

назв. болезни, проказа. Орау. НАК. Çавăнтан кайран эпĕ шăтан-юхана ертĕм те, пĕр тапранмасăр виçĕ эрне вырттăрăм. Чума. Унăн ӳчĕ-тирĕ вара тепĕр хут çĕнĕрен шыçса шăтан-юханлă пулса ларать. || Прокаженный. Орау.

шăтăк

щель, отверстие, дыра; нора, берлога. Капк. Алăка питĕрнĕ. Ăçтан кĕме пултарĕ-ха? — Шăтакран.— Мăн чĕрчун кĕмелĕх шăтăк пулсассăн, пирĕн хваттер сивĕ пулĕччĕ. Сивĕ мар-çке! А.-п. й. 68. Кĕлет алăк айĕнчи кушак шăтăкĕнчен шăвăнса кĕчĕ, тет те, шалалла, çăвăх ырçи ăшне кĕрсе ларчĕ, тет. N. Ман кутăм çап-çутă. (Кĕмĕл шăтăкĕ). N. Кăмака шăтăкĕ, печурка. Орау. Манăн халь те пыр шăтăкĕ тулчĕ ĕнтĕ, урăх анмасть. Мне уж в глотку не лезет. N. Çанă шăтăкĕ, пройма. N. Вал шăтăкĕ, вĕрен шăтăкĕсем, вĕт кĕрпе шăтăкĕ, кĕрпе сăмсипе хывăх шăтăкĕ, кĕрпе çăнăхĕ шăтăкĕ, кĕрпе шăтăкĕсем, çил шăтăкĕ, çу ямалли шăтăк, вăта çĕрти чул шăтăкĕ, хывăх шăтăк, шултăра кĕрпе шăтăк — кашта шăтăкĕ, шăрт шăтăкĕ. Якейк. Çĕлен шăтăка çимен конче кĕрет. Оп. ис. ч. 1. Ку шăтăк çĕлен пурăнаканскерех-ха. Это, смотри, змеиная нора. А.-п. й. 61. Çĕлен-калтасем, ниçта кайса кĕреймесĕр, ăçта шăтăк пур, çавăнта кĕре-кĕре пытанаççĕ. Ib. 14. Акă пĕррехинче вăл хăй шăтăкĕнчен тухрĕ те, кама та пулин хирĕç пулмăп-и-ха тесе, вăрманпала утса çӳрет. Ib. 19. Ула йытă малтанах хăйĕн çĕвĕ тусне упа шăтăкĕ патне ертсе кайрĕ. Лап-к. Çитсен кашкăр шăтăк турĕ, тет, сат картине. А.-п. й. 34. Аякрах та мар пыракан тилĕ вăшт! анчах чăмать пĕр шăтăка. Ib. Пăхаççĕ: сăвăр шăтăкĕ. Пуçлаççĕ хайхисем чавалама çак шăтăка. 93 çул 80. Ăна хăма çине хунă, пуçне мăй таран шăтăк ăшне чикнĕ. Могонин. Çырмасене, шывсене, шăтăксене, тăвайккисене усал илнĕ. N. Витĕр-витĕр темиçе шатăк пулса пĕтрĕ. Янтик. Шăтăк аяла аннăçеммĕн тăвăрланать, çӳлелле ухнăçеммĕн (= улăхнă çемĕн) аслăланать. П.-Пинерь. Шухăшламасăр: тарăн шăтăка тухăп, тесе, ан сик. Н. Лебеж. Шалçине лартрăм, шăтăкне туртса илтĕм. (Загадка). N. Çӳлте те шăтăк, тĕпĕнче те шăтăк, варринче вут. (Сăмавар). Орау. Ку шăтăка тултарса тӳрлетĕр. Заровняйте яму. Ib. 37. Пырать пĕр хăмăр тилĕ йăпăртатса вăрманпа. Ун çулĕ çине сунарçă шăтăк алтса хунă пулнă. А.-п. и. 77. Пĕр йăвăç тĕмĕ айне пысăк шăтăк алтрĕ те, арчана тĕртсе йăвантарса ячĕ. Выкопал яму под одним деревом и скатил в нее сундук с нуждой. Орау. Нушникĕн шăтăкĕ питĕрĕннĕ те, çӳлтен юхса анакан шыв аялти хутри хăваттирсене тухса пĕтĕмпе шыва янă. || Могила. ТХКА 73. Анне мана: ачам, эпĕ вилеп, ман шăтăк çинчи тăпрана пырса тӳрлет вара эсĕ, тет. КВИ. Вилнисене пуçтарчĕç. Шăтăк чавма тытăнчĕç. В. Олг. Шăтăк алтма каятăп. ЧС. Çутăлсан вара хăшне шăтăк алтма ячĕç, хăшĕ тупăк тума тытăнчĕç. || „Преисподняя“. Кан. Шăтăк тĕпне анса каях хăвăн кавалериюпа. В. Олг. Таста шăтăкра порăнат вăл. N. Укçасăр манăн çта шăтăка каяс-и? Ск. и пред. чув. 46. Ăçта шăтăка тарчĕ Микита. Юрк. Пĕчĕкçĕ кăна пуркăм пурччĕ, илсе кĕрсен акă çакăнта хурсаттăм, таçта шăтăка çухалчĕ. || N. Малти шăтăк. || Ямочки при игре в шар. СТИК. || СТИК. Ку укçа шăтăксене саплама та сахал, эсĕ пуйрăн тесе тăратăн. Шăтăка саплас тени парăма тӳлес тени пулать. || Дырявый. Каша. Шăтăк-шăтăк шăналăк, шăна кĕмин — лайăхчĕ. ЧП. Шăтăк кимĕ килет. Юрк. Çĕнĕ сăмавара шăтăк сăмавар тетĕн, ак кунтан тултар. Ск. и пред. чув. 77. Каларĕ вăл еррипе карчăк енне çаврăнса: çамки шăтăк — хупăнмĕ, чĕри татăк — сыпăнмĕ. || Переносно — с изъяном, глуповат. N. Он тăрри шăтăк. Капк. Шăтăк тӳпеллисем пирĕн ĕмĕре çитеççĕ-ха. N. Унăн хăлхи шăтăк (глуховат). Ала 30. Çакă ял çулĕ шăтăклă, çул шăтăкне пĕлмерĕмĕр, хĕрĕ шăтăкне пĕлтĕмĕр. || Кружева. Начерт. 203., Шибач., Икково. КС. Шăтăк илтĕм. См. шăтăкла.

шăхăр

свистеть. N. Такшин шăхăрать. Кто-то свистит. ГФФ. Торти те толли тор лаши, шăхăрмасăр шыв ĕçмест, алламасăр сĕл çимест. Гнедая сытая лошадь не пьет воду, пока не посвистишь, и не ест овса, пока не просеешь. N. Сумасшедшая всю ночь ходила „шăхăрса“, грозя сжечь. Юрк. Пăхăсăн, çав шăхăрса пыракан кулли хăнчен çухрăм ытла аякран иртсе кайнă. А.-п. й. 70. Пӳрнеске хăвăрт кăна кашкăр хăлхи ăшне кĕрсе ларать те шик! шăхăрать. Ib. Пӳрнески хытăран хытă шăхăрать. Ib. 71. Пӳрнеске кашкăр хăлхи ăшĕнчен ши-ши! шăхăрса ярать. Ib. Кам шăхăрать унта? — тесе каялла çаврăнса пăхать хуçа. Анчах Пӳрнески шăхăрма чарăнать. Кăшт кайсан, Пӳрнеске каллех шăхăрса ярать. Цив. Тула çĕрĕ илсе тух та, çавăн витĕр мĕн калас сăмахна каласа шăхăрайăр, вара эпĕ хамах килĕп. КС. Çил шăхăрса вĕрет. N. Сан çинче вара хурлăхлă çил анчах вĕретчĕ, усăсăр иртнĕ кунçулшăн шăхăрса йĕретчĕ. Дик. леб. 48. Вĕсен витĕр çил шăхăрса уласа анчах тăнă. КС. Кĕркуннехи вăйлă çилсем шăхăрса вĕреççĕ (в отверстиях и пр.). Ib. Пĕр пулькки шăтăк пулмалла: шăхăрса карĕ. N. Пулĕсем шăхăрса тăраççĕ. N. Шăхăрса ларать (о здании). Чуратч. Ц. Унччен те пулмарĕ, пуç минресе шăхăрса ячĕ, куç тĕтреленсе карĕ, трупаран мĕлле тĕтĕм тухать, çавăн пекех куçран кăвак тĕтĕм тухнă пек туйăнчĕ: Карачăм пенĕ те, мана туйи пуçранах тивнĕ. Ст. Чек. Вут шăхăрсан, хăна килет, тет. Никит. Хуран шăхăрсан — хуйăх пулать. (Примета). Слакбаш. Çуна шăхăрса пырать. Полозья саней как бы издают свист. || Емельк. Шăхăрать, смекает, понимает. Тайба. Шăхăрса çитеймен, не понял. Орау. Сăмаха час шăхăрса илеймест. Ст. Чек. Шăхăраймас, не догадывается, не понимает иносказательных выражений, намеков. Орау. Вăлтса каланă сăмаха час шăхăрса илмелле мар. Икково. Холха шăхăрмасть (плохо слышит). || КС. Шăхăрса юлчĕ, прозевал, остался с носом. N. Шăхăрса юлас марччĕ. Как бы не прозевать, как бы не проворонить. Яргуньк. Шăхăрса килет, идет ви с чем (не получив того, чего хотел). || КС. Шăхăр Йăван, глупый человек.

шăши

мышь. N. Шăши = кушак кайăкĕ. N. Шăши = шăрши. Бука. 1900. Кушак шăши тытать, кашкăр выльăх тытать. А.-п. й. 7. Кушак, шăши пулĕ тесе, çапă çине пĕрех чикрĕ, тет. Образцы 24. Вăл укçана памасан, шăши кастăр енчĕкне. N. Ай-уй, карчăк! çарăка шăшисем çисе яраççĕ. Ах, старуха! ведь репу-то поедают мыши! Ст. Чек. Шăши пирĕн айăмăртан тухса карĕ. Мышь выбежала из-под нас. А.-п. й. 51. Кайсан-кайсан, ăна хирĕç пĕр шăши сиксе тухрĕ. Панклеи. Шăши мури илчĕ те карĕ. Ши-и! шихăртать. Ск. и пред. чув. 17. Çул пур çĕртен, çук çĕртен çичĕ юлан вĕçтерет; шăши тухман çĕрсенчен вăл тухать те сиктерет. Чув. прим. о пог. 411. Хĕрлĕ шăши, рыжая мышь. Янтик. Шăши пăх пик чей, фамильный чай. КС. Капан айĕнче шăши вилмест. N. Ку чухне шăши те туяпа çӳрет. (Пословица). Ст. Шаймурз. Шăши шăкĕ те тинĕсе пулăшать. (Послов.). Курм. Йĕс шăши, çип хӳре. (Йĕп). Зап. ВНО. Пĕр шăшин икĕ хӳре. (Çăпата) Кайсар. Шăши тирĕпе çăпана çыхаççĕ. N. Эпĕр коак шăши пак пурнатпăр, тольккĕ каç шăтăкран тухса çӳретпĕр. Н. М. Кедров. Пирĕн урай айĕнче шăшисем чупса çӳреççĕ. СТИК. Шăши шăриччеи те пĕр вырăнта лараймаст, тек мăрккат (ни минуты не может усидеть на месте). В Сятра дат.-вин. падеже — шăше. Ib. Çĕнĕ çынă: эппин эпĕ санăн шăнă-шаккуна шăше çиме хошап халь, тет. || Фамильное прозвище. N. Шăши Емели. Ст. Чек. Шăши Миттук (женск. прозвище). || Назв, болезни лошадей, мыт. Юрк. Шăши — ут-выльăх чирĕ.

шăших

мышь. Б. Яныши. Эпĕ йĕпе шăших пек йĕп-йĕпе пултăм.

шĕвтер

мочить. См. шӳтер. СТИК. Эпĕ пĕр чашкă пăрçа шĕвтерсе лартрăм. ТХКА 64. Сӳс тăлă шĕвтерсе ик урине тăлласан та, хыттăн-хыттăн сиксе утса, мана хăратма пăрахмĕ çав ман карчăкăм.

шĕкĕнтĕр

морковь. Сохрон-й., Кăмак-к., Синерь, Б. Хирлепы, Б. Илгыши. Чаду-к. Ан кул! Кулсан эпĕ те сана эсĕ пирĕнне шĕкĕнтĕр вăрланине ачасене каласа кăтартса култаратăп. Яжутк. Пĕр сар хĕрĕн кĕлетки çĕр айĕнче, çӳçĕ тулта. (Шĕкĕнтĕр).

шĕнкĕр

то же, что шенкер, сенкер. N. Эпĕ тирĕттĕм алă çыххи, шĕнкĕр тĕслĕ шăрçам çук.

шĕнтĕркей

„мелкота, мелочь“. Кан. Эпĕ ахвитсер пулнă! Сирĕнтен хăрамастăп, шĕнтĕркейсенчен (всякой мелкоты).

шкул

школ, школа. ХС. Атти те, асатти те шкул алăкне уçса хупман – çапах пурăннă, вилмен. Кан. Ку шкул ытти шкулсенчен шутласан питĕ начар. Шурăм-п. № 11. Пысăк шкулта вĕренекен вырăссем. СЧЧ. Вăл вилнĕ вăхăтра эпĕ çак Чĕмпĕр школĕнче вĕренеттĕм.

шкульник

школьник. Нюш-к. Эпĕ çамрăк чух Хусана шкульнике исе кайма чăваш ачисене пухса çӳрерĕç. Ачасене ăсатма халăх уя тухрĕ. Ачасем пурте амăшĕсенĕн ури тупанĕсене, чĕччисене чуп-турĕç. Мĕн пурĕ пĕр çирĕм ача карĕç. (Куна маня Çĕн Пуянкассинчи Вестĕр каласа кăтартрĕ). Çав ачасемпе пĕрле Нӳшрен (Çĕн-Елпуçĕнчен) салтак арăмĕ ывăлĕ Ентри кайнă. Ентри ăмăшĕ Пурис ывăлин Иван матки пулнă. Вăл Иванпа Кăркана (Григорий) çуратнă. Упăшкине салтака тытса кайсан, пĕр ик-виç çултан Ентри çуралнă. Кăрка шăлнĕ патне Хусана темиçе хут киле-киле пăхнă. Кăрка киле тавăрăнсан: Ентри питĕ лайăх вĕренет, пĕр сăмах та илтмен вĕрентекенсенчен, тесе каласа кăтартатчĕ, тет. || Сред. Юм. Ĕлĕк салтака кайнă çыннăн кайиччен çоралса йолнă е хырăма йолнă ывăл ачи полсан, çав ачана та салтака каймалла тунă, тет, вара çав ачасене шкульник тенĕ, тет.

штахсăр

жадно. Завражн. Эпĕ апата васкăса, нăмайăнрах хыпса çирĕм те, мана пичче: „Мĕн штахсăр хăтланан?“ — терĕ.

наклат

убыток (от русск. «наклад»). Якейк., Яргуньк. Тогач. Усламĕ пулман, тит, наклат пулнă, тит. Никит. Сут тăвакан çынăн наклачĕ валта, паришĕ кайра, теççĕ. (Послов.). О сохр. здор. Апла тусан сире наклат пулас çук, усси нумайтарах пулĕ. Юрк. Çук, эпĕ начарри мар, халĕ эпĕ чи лайăххи, аванни, паришĕ. Эсир ăна чи начаррисем, наклачĕсем.

намăс

(намы̆с) стыд. Чăв. й. пур. Вăл намăсăн йĕркине маннă çав ĕнтĕ (он). N. Эсĕ килмесен, 5 тенкĕ укçана вара санран намăса пĕлмесĕрех ыйтатăп. (Из письма). Истор. Хăвăр намăсăра хăвăр яратăр. Ст. Чек. Намăс куçа йӳсĕтмес, тĕтĕм кăна йӳçĕтет. В. Олг. Хора çĕрлеччен çӳресен те, аттия намăс кӳрес çок (т. е. отцу не придется краснеть). N. Ӳлĕм хамăра намăс ан килтĕр. N. Сан çине шанатăп, нихăçан та намăса ан юлам. Якейк. Эс уш ытла та намăсран иртсе кайнă. N. Чыс ячĕшĕн ыттисенчен малтан тăран, сăхăланса намăсна ан яр. N. Эпĕ ĕмĕрте çынна çын намăсне хăварас çук нихçан та. || Постыдный, позорный. N. Намăс ĕçне хуйхăсем, пурте пулаç ĕç çукран. || Стыдно. Альш. Пăхса ытараймăн: куçран пăхма намăс хĕри-пăраçа. Юрк. Каллех çапла вырăнсăр тăрса юлсан, пĕлекен çыннисенчен те темĕн тĕрлĕ намăс.

насус пырши

то же, что насус кĕпçи. ЧС. Эпĕ пырсанах мана насус пыршине тыттарчĕç.

наçил

(наз'ил), насилу, кое-как, чуть-чуть. N. Наçил сĕтĕрсе тухаççĕ, тет. N. Сана кулă, кунта çын: наçил сĕтĕретĕп, тесе калать, тет. Альш. Эпĕ араслан-кайăка çавăрса тытрăм та, наçил тухрăм, тесе калат, тет.

начарлат

понуд. ф. от начарлан. N. Пăркун пĕре килсе пире начарлатса хăварчĕ. ЧС. Начарлат, изнурить (скотину). N. Эпĕ халĕ, питĕ хут вуласа, куçа начарлатса пăрахрăм.

нимĕн

(н'имэ̆н'), ничто, ничего. Юрк. Нимĕн тума пĕлмесĕр каллех Алекçейне хăй патне чĕнсе илет. N. Вăл нимĕн те мар: хутаç хутаçах, сурпан сурпанах, тӳре мар [пишущий смешивает тӳрĕ (nom. dactonis), тӳре судья]. Юрк. Пӳрчĕ çуннине курсан, хăраса, ни сӳнтере, ни кăшкăра, нимĕн тума пĕлмеççĕ. Ib. Ку çапла ӳсĕрĕпе килте çук япалана, сутăн илменнине ыйта пуçласан, нимĕн калама та аптăрат. Баран. 87. Нимĕн тăвайман енне, ямшăк лаша таврашне тӳрлетсе çӳрет. N. Нимĕн мар айăпшăнах сана военный сута пама пултараççĕ. N. Халĕ вĕсем пĕри те нимĕн тума пĕлмеççĕ. Сборн. по мед. Вăл тĕле йĕппе чиксе пăхсан, нимĕн чухлĕ те ыратмасть. Альш. Тата çавăнтах, юнашарах, çиччĕ-саккăр тенкĕшерлĕх кĕмĕлсем çакăнса тăраççĕ, хыçалта нимĕнех те çук. Ib. Пĕри кĕрет, тепĕри тĕртет. Нименне пĕлмес, курма пынă (ребята). Букв. 1904. Ăна пытарнине эпĕ нимĕн те астумастăп. N. Ку вăрмана ĕнтĕ нимĕн пулсан та (ни в коем случае) касмăпăр, тесе тупа турĕç. N. Ун пек чух упи парăм илме пынă çын пек нимĕн час каймасăр, тек каллĕ-маллĕ пăхкаласа, çиме кăлăрса парасса кĕтсе тăнă. Синерь. Мăнаçи тирки ман тиркĕ, нимĕн туса та упĕнтереймĕн. (Йитем). N. Тарçи, нимĕне пĕлмесĕр, çав çырăва княç ашшĕ патне илсе çитерсе панă. КС. Нурса кайса выльăх лекĕрине илсе килтĕм, вăл та нимĕн пулнине те пĕлмерĕ (не мог определить болезни). Ст. Сережк. Алăсем-урасем шăнса кайса нимĕн туйми пулатчĕç. ТММ. Нимĕн çукран нимĕр. БАБ. Нимĕн тума та çук. Ничего нельзя поделать. N. Вĕсем ĕненменни туррăн тĕрĕслĕхне çухатать-и мĕн вăл? Нимĕн чухлĕ те (нисколько). О сохр. здор. Вара пилĕк тĕслĕ япаласем (вещества) пурте çителĕклĕ пулаççĕ, нимĕнĕ те сая каймасть. N. Нимĕнрен малтан чун çĕрне хушасшăн тăрăшас пулать. N. Çавна илсе кĕрсе пăрах та, вăл нимĕн те мар вилĕ. Изамб. Т. Укçа пур та мĕн, нимĕн те мар. ГТТ. Çын вĕлерни вĕсемшĕн нимĕн те мар. Ала. 11. Нимĕн туса та паман. || Никакой. Ст. Чек. Нимĕн тутарĕ те çук унта (вместо: пĕр тутар та çук унта; ниепле тутар та çук унта). N. Çапла вара пĕвесенче нимĕн шывĕ те юлмарĕ. N. Эпĕ мĕнлетлĕ шанса, ĕмĕтленсе тăнă çĕртен, нимĕн ĕçре те намăса юлман (не плошал).

нимĕскер

ничто, ничего. Н. Карм. Манăн куç пăсăлса куççул юхать, çавна нимĕскер тума пĕлместĕп. Çавна мĕн тумаллине пĕлетĕр пулсан, каласа çырса яраймăр-ши эсир? Туперккульос 2О. Вĕсене ленктерес мар тесе пурăннине нимĕскер те çитмест. Ала 56° Эпĕ нимĕскер пĕлмесĕр (как безумный), мĕн пур вăйăмпа кăшкăрса яра патăм. Регули 978. Эп нимĕскер те (ним те) корман. Н. Сунар. Патша кĕтнĕ-кĕтнĕ Иван салтака, нимĕскер хыпар та пулман. Бгтр. Нимĕскер тусан та каймасть, тет, малалла. Тогаево. Ко арăм нимскер тума аптраса, çынсен йомаххисемпе йомăçа кайма тытăннă, тет.

нин-шăрт

подр. скрипу обуви. N. Эпĕ нин-шăрт, нин-шăрт! туса ура ывăтса çех пырап.

никçон

то же, что никçан. Тюрл. N. Пĕр сăмах каласа питĕ чона витертĕн, эпĕ она никçон то манас çок, питĕ чĕрене касса тăрать.

ниçтан

ниоткуда; никак. Каракыш. Эпĕ уна ниçтан та илес çук (никак не могу достать ее). Никит. Выртат пĕр кун — выртат ик кун, ниçтан та çăмăллăх çук. N. Тăлăпа ниçтан та парса яраймарăм. Тулуп переслать было не с кем.

нихăш

никакой, какой угодно; никто, ни один. N. Çапах эпĕ нихăш кун та хăрамăп. Календ. 1906. Вара кунтан (хатĕр) яра пуçларĕç. Анчах пит инçерен, пĕр чукун çул анчах кайнăран, нихăшне пĕрне ярса çитерме май пулмарĕ. Дик. леб. 52. Ун пек туя халиччен нихăш патша та курман.

нихçан

никогда; всегда. Чебокс. Шинар-п. Вара эпĕ çанта нихçан та каймарăм. Ачач. Унашкал амăш те нихçан ĕçтермен. N. Манăн ĕмĕр нихçанах савăнса иртес çук. Б. Крышки. Вăл нихçанах (= яланах) çапла, он всегда такой.

нуша

(нужа), беда, несчастье. ЧП. Çамрăк пуçа нуша килсессĕн... N. Ку нуша пуçран кайрĕ. Тĕнче нуши чисти витрĕ. || Необходимость, нужда. Юрк. Аван пурăнасси-мĕнни, нушашăн çын патне каймастăпăр çав, тет. N. † Эпир ӳсе-ӳсе çитĕннĕ чух, патша нуши ӳкрĕ ман пуç çине. N. † Çирĕм икке çитнĕ ачусене суйлаççĕ-ĕçке патша нушине. || Мученье. N. Лашасем çинче эпĕ нумай нушасем курса пĕтрĕм. Янтик. † Хĕрпе каччă выртнă чух, кĕçĕн чух, нушине манаççĕ. ТММ. Эпĕ курнă нушана шăши, шăрчăк куртăр.

нӳкер

то же, что некер? Аттик. Эй нӳкер, аслă хĕрĕм! эпĕ пурне те пĕлсе калаймарăм пулĕ, эпĕ пĕлменнине эсĕ пурне те ху валеçсе пар! (т. е., вероятно, раздай пищи тем духам, имен которых я не знаю). Акă эпĕ пурсăрăншăн та паратăп, мĕн пулин те çакна ĕçсе çисе кайăр.

нӳнекеллĕ

покрытый слизью, склизкий. Сред. Юм. Алла темскер нӳнекеллĕ (мягко и склизко) лексе кайрĕ те, ах тур, шарт сиксе хăвăртрах алла туртса илеп çав. Ib. Эпĕ хыпаласа пăхрăм та, алла тем нӳнекеллĕ пик туйĕнчĕ хăй. (Обыкновенно говорят про студенистое вещество).

нăкка

(ны̆кка), таскать (дергать). Сред. Юм. Çӳçрен нăкка-ха çавна (дергай за волосы его). Ib. Холхаран нăккарĕ те, хĕретсех ячĕ. Тюрл. Çӳçрен нăккас, теребить. Ib. Пахчара эпĕ она тытрăм та, çӳçĕнчен нăккарăм, çӳçне тăпăлтартăм (теребил). || Бить. КС. Нăккас — çынна персе ӳкерсе хĕнес.

пай

часть. БАБ. Виç пайĕнчен пĕр пайне çиме пар, икĕ пайне сутма пар (о хлебе. Моленье ӳчӳк). Çĕн-Кипек. Ал татмалла вылянă чухне, пурте, кам выляс тиекен, икĕ пай çине (на 2 части) уйăрса тăраççĕ. N. Ко (= ку) ним тума пĕлмерĕ, тет. Йăпăр-япăр кăсинчен çĕçĕ кăларчĕ, тет те, лашана пай туса утса ячĕ, тет, сапор орлă, хăй ухса выртрĕ, тет, лупас тӳпине. || Доля. СТИК. Ку, сан пай-и манăн-и? Эта твоя доля или моя! Альш. Ку таврари пур пулăлă кӳлĕсене, унтан тата Сӳнтĕкрен пуçласа Пушча çитиччен Сĕвене, Этремене те, çав Сатик (имя татарина) кайса илет те хыснаран, унтан вара Элшелсем, Мертлĕсем пулăçăсем пĕр аллă-утмăлшар тенкĕлĕх пай кĕреççе. Хакне кӳллине кура кĕреççĕ-тĕр. Кусем вара хăйсем тата атмапа мĕнпе тытма кĕрес тиекенсене пĕр-икĕ тенкĕлĕх пай кӳртеççĕ. П.-Пинер. Ху пайна пăрахса, çын пайĕ хыççăн ан чуп. (Послов.). Юрк. Ашшĕпе амăшĕ вилсен, çак вилнĕ çын тенĕ çын, хăйĕн пиччĕшĕсем патне вырăсла çыру çырса ярса, ашшĕпе амашĕнчен юлнă япаласенчен хăне валли пай уйăрса пама ыйтат. Ib. Хăрпа пĕрле юнашар тăрса ни суха сухаламаст, ни утă çулмаст, ни авăн çапмаст, нимĕн тумаст, мĕшĕн ăна, вилнĕ çынна, кăлăхах пай парас. N. Пĕр юман икĕ пая тухрĕ. Манит çурă ун пайне тӳлерĕмĕр. N. Ку хута икĕ пай тӳлесе илмеле пулсан та, ан çилен || Порция (напр., мяса и пр.). СПВВ. ТА. Пай = аш. N. Атя, çак пăлана çурмаран уйăрар, вара, эпĕ малтан хам пая çисе пĕтерсессĕн, эпĕ сана çийĕп, эпĕ малтан пĕтерсессĕн, эпĕ сана çийĕп(?). || Мера земли Шибач. Пĕр пай пусăк ана (целая десятина). N. Пай, цлощадь земли = 10×100 и 10×120 саж. Питушк. Пай, часть лугов (çаран). N. Ху ятпайна вахăтлă кăтартмарĕç.

паян

сегодня. БАБ. Паян суйнине ыран никам та ĕненмест. N. Паян шкул тавралла çавăрнтăм та, виççĕмĕш класра пĕр чӳрече куçне çĕмĕрнĕ. Çĕнтерчĕ 9. Паянах мĕн çитерем-ши сире? Ib. 24. Паян тĕртĕрпех (т. е. с беготней и шалостью). Лăпланăр-ха ĕнтĕ пурте. Сред. Юм. Паян çăмăр полать пôлмалла. Наверное, сегодня будет дождь. Ib. Паян кôн пит шар. Сегодня день очень жаркий. Орау. Паянах парăп. Возвращу (тебе) сегодня же. Ib. Тăратни паян эс, тăмастни? Встанешь ты сегодня или нет. («Сегодня» здесь в особом гиперболическом значении). Ib. Эпĕ паян пуль, тесе, çӳрерĕм. Я думал, что нынче. Ib. Паян çăмăр çăвасла пек туйăнмасть те, мĕнле пулĕ. Ib. Паян çăмăр çăвас пек туйăнмасть те, тем тăвас: ашăм те сарас, те сарас мар. Ib. Çăмăр çăвассăнах туйăнмасть-ха паян, авăн сарсан та юрĕ. Якейк. Паян çăмăр тĕпсĕр çурĕ (очень много). Ау 61°. Паян кайрăм, ĕнер килтĕм, турăхпа çăкăр çисе килтĕм. (Конец сказки). Регули 375. Манăн паян онта полас полать. . Ib. 456. Эсĕр паян каймастăр полĕ. Ib. 413. Паян лапра полĕ кайма. N. Кунта çанталăк ĕнерпе паян пĕлĕтлĕ тăчĕ-ха. N. Кăвас чĕресси, çĕпре пулмасан, эпир паян е выçă ларăттăмăр. Ib. Паян пирĕн ялта пичĕшпе шăллĕ тӳпелешрĕç.

пайăр

собственный. Букв. 1904. Епле санăн? Аташмастăн-и вара эсĕ? Ку манăн пайăр хам лаша. КС. Пайăр хамăн, собственный. СПВВ. ПВ. Пайăр — собственность. Ib. Пайăр лашана тытса карĕç. Отняли собственную лошадь. || Действительно, доподлинно. КС. Япали пайăр хăйĕнех мар пулĕ çав: илсе кай эппин, тесех тĕмĕччĕ те. N. Вĕренмен, пĕлсе çитмен çынсем ăна, ытти çырусене те пăтратнă пек, пайăр хăйсем пĕтес çине пăтратаççĕ. N. Ку япала пайăр çавсенче. Коракыш. Катаран курăп — пайăр хура (отчет-ливая чернота), патĕнчен курăп — пĕр хура (другая чернота), хулă тесе, хуçимăп, курăк тесе, татимăп. (Тĕтĕре). Орау. Кам вăрланине эпĕ пайăрах (доподлинно) пĕлсе тăратăп. Чертаг. Пайăр пĕрччĕ. Именно было, действительно было. || Определенно. Орау. Вунвиççĕмĕшĕн ятне пайăрĕпех каламаççĕ. Не называют определенно название 13-го месяца. Сам. 19. Йĕри-тавра пăхап та, ним те пайăр курăнмасть.

пайтахранпа

с давних пор, давно, долгое время. Толст. Эпĕ пайтахранпа сана... кунта кĕтсе ларатăп.

пак

то же, что пек, как, подобный. Сёт-к. Лотра, хаяр çын çинчен: арлан пак сикет, тиççĕ. Регули 1382. Эп апайран хăранă пак аттиран хăрамастăп. Эп аттиран ончол хăрамастăп, апайран хăратăп. Ib. 1252. Сумар (= сывă мар) çын пак ырханланнă. Ib. 824. Эп вăл каланă пак турăм. Ib. 290. Окçа çок пак ним те илмест. Б. Нигыши. Вĕçсе каяс пак çунам пурч (= пурччĕ), тытса чарăнми лашам пурч, тăрса юлчĕç — мĕн тăвас. Шибач. Коллен-кон пак килет. Почти каждый день бывает. Б. Олг. Кон пĕр ластăк çăнăх йолчĕ, пĕр пилĕк пăт пак. Ib. Кашкăрсам вон пилĕкĕн пертен солакай енче полĕ, пĕр çич-сакăр чалăш пак лараччĕ кашкăрсам. В. Олг. Çан патне (к нему) пĕре (один) пырчĕ осал, капан пакскер, коçĕ ĕçлĕк пек. N. Сан пакки эпĕ икке. Сёт-к. Пирн та учĕ — учĕ пек, эпĕр те хамăр ача пак, пирн та варли — варли (- λиы) пак.

пак

подр. курению (выпусканию дыма). Орау. Чĕлĕмне çăвартан пăрахмаçть: пак, пак, пак, тутарать. || Подр. одному из криков зайца (так объяснил мне Н. И. Полорусов). Кушакпа автан 17. Эпĕ мулкаç: пак-пак-пак! Шел. 73. Куянла выляса пĕрне-пĕри виртлесе: пак! пак! вилнĕ куяна хăвалакан, тесе, сиккелесе çӳреççĕ. || Подр. удару по спине кулаком. Орау. Мур, ачана тытнă та: пак та пак! тутарать (бьёт кулаком), алли хăрашшĕ. Тогаево. Халь пĕри пырать те, пак! аяккинчен тутарать. || Подр. звуку, когда человек натыкается неожиданно на что-нибудь. КС. Пак пырса перĕнчĕ. Ib. Тула тухас тесе пытăм та, алăка паках пырса перĕнтĕм.

пакăлтат

(-д-), булькать. N. Эпĕ витрене çеклипе чышса шыв айне кӳртеп те, вăл унтан хăмпăпа пакăлтатса тухать, мана аванăн туйăнать. КС. Çăлкуçĕнчен пакăлтатса тухать (вода). || Болтать; говорить на непонятном языке. КС. МПП. Пакăлтатать, болтает беспрестанно. К.-Кушки. Пакăлтат, болтать тупо. N. Хурал пӳртĕнче çĕрĕпех пакăлтатса лартăмăр, сидели и болтали (с оттенком: долго и беспрерывно). СТИК. Тĕпелтех тата икĕ арăм пакăлтатса лараççĕ, тет. Ск. и пред. 85. Хăйĕн пĕчĕк чĕлхипе пакăлтатать инкĕшпе. Сред. Юм. Ан пакăлтатса тăр. Не говори чего не следует говорить.

пакăç

(пагы̆с'), нечистый (от русск. пакость). N. Ак çапла пакăç ĕçĕсемпе çынсене çилентереççĕ. Янтик. Пакăç! çын тытать-и, пит чыссăр вит у! Йӳç. такăнт. 39. Кай, шуйттан. Çын чĕппи эпĕ, тесе ларать; пуш черкке патăн, тет, пакăç!

палат

палата. Пазух. Çакă ялăн пӳрчĕсем ыр палатăн курăнаççĕ. Бел. Гор. † Аслă палат патне çитнĕ чухне, палатри полковник тухрĕ те: çавăн ывăлĕ, тесех кăшкăрайрĕ. Неверк. † Атте-анне килĕнче пӳ ӳстертĕм палатри полковник эпĕ виçишĕн.

паллаттар

понуд. ф. от гл. палла. N. Эпĕ ачасене, шкула çĕнĕрен пырсан, чăн первей хăйсем курман япаласене, вĕсен килте çук япаласене паллаттарма тытăнатăп. Ст. Шаймурз. Ача вăл хĕре паллаттарман (не дал ей узнать себя). Ачач 104. Мĕн пирки хăйне паллаттарасшăн мар.

паллаштар

знакомить. Юрк. Эсĕ мана çав тутарпа паллаштарăсăнччĕ? Эпĕ сана уншăн тав тăвăтăм, юлташ, тет. КС. Мĕлле ман çавсене икĕшне паллаштарас.

паллă

знак, метка, примета, отметка, изображение. Альш. Пирĕн ана çине пуртă палли (-λλиы) тунă (изображение топора). Ib. † Сар шăрçапа шур шăрçа тиркĕ çинче палли пур. ГТТ. Çынсем каланă хыççăнах çыркаласа панă та, эпĕ вĕсене (записи), сăмахсене, ик-виç паллăпа ик-виç паллăпа кăна чăпарла-чăпарла кайнă (кое-как записано). Полтава 57. † Патша пулас ыр паллă сан куçăнта курăнать. Никит. Тухатмăш карчăксем е калăм каç, е кĕлт маларах кам çыннине тухатмаллине паллă туса хураççĕ. N. Халĕ çуркунне палли пур çĕртрен те курăнать. N. Алă палли туса хăвартăм, такăшĕ ухтарнă арчана. (Вместо этого: сăнавшăн паллă туса хăвартăм). Эльбарус. Çак вăйă пуçлаччен кашни уйăрлса, пĕр-пĕринчен аякрах кайса паллă йоман котне: ко ман килçорт полать, тесе йышăнаттăмăр. ЧС. Манăн алă тӳрленсен те çав сикнĕ палли çухалмарĕ. Юрк. Ку масарăн палли-мĕнĕ те пулас çук. Разум. Кăçтан аслă çул каймаллине паллă тăвакансем (намечавшие путь для дороги). Н. Тим. † Çирĕм пĕре çитнĕ ачусене шур хут çине паллă çавăрнă. N. Паллă (у овец). См. тăлăм. || Известно, ясно, точно, определенно. Чхĕйп. Чăвашсам нумайше хăйсен ĕмĕрĕнче ырă кĕтӳç куриман, малалла паллă пулĕ вăлсĕн пуçлăхсĕм. Сред. Юм. Хакĕ паллă ôн. Известна уже цена. Ib. Хакĕ паллă мар. Цена еще не определена. N. Паллах вăл, çыру пĕлмен çын тĕнче çинчен ăçтан пĕлтĕр. N. Хăш чухне, паллă, ăна та шухăшласа пăхаттăм... Сборн. по мед. Ун чухне пĕр çĕрте вунă çын чирлесен, виççĕшĕ, паллах, вилнĕ. N. Эпир тĕнчене нимĕн те илсе килмен; паллах, нимен илсе тухма пултарас çук. Юрк. Çапла «бзав» тенине пĕлсе, лешсем, паллă, кула пуçлаççĕ. || Заметно. Регули 157. Ойăх толнăран паллă. N. Хăш чух çав çутă тĕнчене паллах сарăлать, хăш чух пĕр енчен кăшт начарланса тепĕр енелле куçать || Точность, определенность, ясность. Юрк. Ун выранне халĕ пĕр çын та илмен, кама кӳртес теннийĕн те палли-мĕнĕ çук халĕ. N. Никçан тухса каясси палли çук. Неизвестно, когда выйдем. N. Кăçан вăрçа кĕрес палли (scr. пали) çок. || Выдающийся, заметный. ЧС. Ялти паллăрах çын, более или менее выдающийся. N. Унăн ашшĕ-амăшĕ пит пуян, чапла, Колычĕв хушаматлă паллă улпутсем пулнă. N. Пирĕн ял нимренех те паллă мар. || Борозда, которая делается на загоне для удобства при сеянии. Вурман-к. Паллă-лăха (борозда, для удобства сеяния). || Мишень (цель для стрельбы). N. Салтаксем палла пеме кайрĕç. Солдаты пошли стрелять в цель. КС. Хăш пăшал палла лайăх тивет, кайăка тимест, тиççĕ чăвашсем. Орау. Палла переççĕ. Ib. Палла виçĕ пульккă тиврĕ. Ib. Палла тивертрĕм. Попал в цель. || Собр. Лара-тăра пĕлмен çынна паллă килнĕ, теççĕ. (Послов.).

папай

(пабаj), старик, дед. ЧС. Эпир, ĕлĕк папайсем каланă йăлапа, сĕрен хăваласа çӳретпĕр-ха. СПВВ. ФИ. Папай = асатте. СПВВ. ФВ. Ватă çынсене чĕннĕ чух: папай, кил-ха кунта! теççĕ. Тата папай тесе, аслатине калаççĕ: папай хытă авăтрĕ паян, теççĕ. ППТ. Çак папайран чир-чăр вĕçтĕр. (Сĕрен). Магн. М. 183. Килĕр папайсем, эписем, ачасем мункун курма. Сирĕншĕн çăмарта, пĕлĕм пĕçернĕ. Богдашк. Пурнескине папая патăм, папай мана икерчĕ пачĕ. N. Пыраттăм, пыраттăм, пурнеске тупрăм, ăна папая патăм (папай = ватă тутар). БАБ. Эпĕ курман та, хайхи Миттюç папай та пырса ларнă. Я и не видал, как пришел дедушка Митюç. (Чӳклеме). Бес. чув. 19. Эсĕ вара, Мустафа папай, лайăхах пĕлетĕн-е? Сред. Юм. Торхан папайсĕне, Хосана тытса илнĕ вăхăтра, пичке ăшне хопса, сăртран костара-костара ярса вĕлернĕ, тет. См. эпи. Тюрл. Папай — самый старик. Торă папай — Çӳлти Торă. || Бог (детск. сл.). А. Турх. N. Турă папай сыхласан, пурнăп-ха. || Гром. N. Пĕр икĕ кунтанпа кунта çĕр çĕмĕрлет, папай алтнă пек кĕлтĕртеттерет. Вопр. Смоленск. Папай вăрăмăн авăтсан (виççĕ, тавлăкран тăваттă чарăнмасăр тăрсан) йĕпе вăрăм пулать. ЧС. Папай авăтса çумăр çунă вăхăтра ан кай (не поезжай), аçа çапса вĕлерĕ. Ib. Папай авăтса çумăр çунă чухне ĕçлеме юрамас. Нюш-к. Анçи, ачам, папай çапать! (Говорят детям, когда раньше времени они едят яблоки). М. Васильев. Сохаласан-сохаласан, таçтан çăмăр тохса папай алта пуçланă. Собр. Папай авăтнă чух чӳречерен пăхсан, папай çапат, теççĕ. Сред. Юм. Папай алтмасăр çĕр чавма йôрамас. До первого грома землю нельзя рыть. Ib. Папай алтни, гром.

папка

почка (у деревьев), росток, бутон. N. Юр ирĕлсе пĕтсен, йывăç папкисем, кăчăкисем тула пуçласан, эпĕ аттепе вăрмана каятăп та, йывăçсем кăларма тытăнатăп. Чертаг. Папка, почка, из которой выходят листья (у лиственных деревьев, или иглы у хвойных). Календ. 1906. Йывăç çĕнĕ папкасем, туратсем, çулçăсем кăларать. СПВВ. МС. Йăмран папкисем тухнă (çĕнĕрен лартнă йăмран хуппи айĕнчен кăкă пекки (на подобие корешка) мăкăрăлса тухать, çавна папка теççĕ). Толст. Йăмрисем пурте папка ярса çулçă кăларнă. Эпир çур. çĕршыв 9. Тепре утă уйăхĕнче çамрăк улмаççисене папкапа сыпатпăр. Чертаг. † Вĕрене папка ма ярать? Çулçи сая каясран. Ст. Ганьк. † Шыв хĕрĕнчи пултăрана, шыв сулхăньпе сарăхиччен, курса юлăр папкине. Яргуньк. Ума папки (çеçки), росток картофеля. Хурамал. Пултăран папки тесе, ватă пултăран тĕпĕнчен тухнă çамрăк пултăрана калаççĕ. Ib. Кĕпçе папки (кĕпçе сорать). Ib. † Çул хĕрринчи пултăран папки туха пуçланă, кинçĕм чипер (çавă пур), манки туха пуçланă. (Хĕр туйĕ çинчен калаççĕ). КС. Кикен папки, самое начало.

пар

дать, давать, подавать, отдавать. Турун. Хуçа вара: çĕр тĕнкĕ парап пĕр çăмартине, тенĕ. Регули 509. Эс окçа та паман-ç халь мана. Ib. 450. Ман хамăн номай полинччĕ, (номай полсан) парăттăмччĕ. Ib. 676. Эс пани çĕмĕрлнĕ. Ib. 662. Эс панă окçа конта. Ib. 663. Эс панă окçана эп çохатрăм. Ib. 664. Атти мана панă лаша лайăх манăн. Ib. 312. Вăл мана окçа панă полсан, эп каяттăмччĕ. Ib. 1082. Çак утшăн çĕр сом парать вăл. Ib. 671. Мана паракан çын çавă. Ib. 320. Вăл мана окçа он чох парсаччĕ, эп кайсаттăмччĕ. Ib. 293. Окçа пор хошăра кисен, парăп сана. Ib. 1458. Эп итрĕм онтран, вăл мана пачĕ; при (= пĕри) килте, тепри вăрманта. Ачач 99. Мĕн юрать? парам акă сана пĕрре. N. Ним те парса кăларманшăн... N. Халĕ эсĕ кама парса ыр кăтартатăн. КС. Памаллах пар, совсем отдать. ЧС. Вара пур ачасене те икшер çăмарта парса тухат (раздает). Хурамал. Çырлаха пулин пар, турă. Кан. Сахал пачĕç, терĕ çуннă çынсенчен пĕри. Юрк. Эй, чунăм, эсĕ мана çурри чуна çурса париччен, пĕтĕм мулна парасăнччĕ, тет. ТММ. Аллупа пар та, урупа ут. Орау. Парсам, ан тилмĕрт çынна! Отдай, не томи человека! (Говорит жена мужу о другом человеке). Ib. Каймасп — парам эп сана, кахала. Ib. Пуç ыратать — парам эп сана. Сред. Юм. † Кайса кôрас теейсе, малтан хыпар патăмăр (известили). N. † Хура çĕр айне кĕмĕттĕм, хура çăрха парса юлăттăм. СТИК. Сассăна ан пар (не подавай голоса), анти шыраса çӳретĕр-ха, эпĕ ӳсĕрсен тин сиксе тух. (Говорят, когда ради шутки или всерьез спрячут кого-нибудь при приходе постороннего лица). Никит. Салтакран ним парса та йолмасть (не отстает), тет. Синерь. Икĕ ывăлне икĕ çĕре кĕтю пăхма панă (отдал в пастухи). N. Хăйĕн аслă ывăлне вĕренме çын патне панă (отдал на ученье). Ала 8°. Эсĕ пирĕн çуккине ăçтан парса çитерĕн. ||Сдавать. Ирч-к. Атăл параççĕ. Сдают Волгу. || Орау. Паян географипе экзамĕн патăм. || Выдавать замуж. Якейк. Арăм илес тесен те, парас çĕртен парас çок (не выдадут). || Принести в жертву. ЙФН. † Корак-касси хĕрĕсем, пирĕн пата пырасшăн, турра така панă, тет. (Туй юрри; насмешка). НАК. Тата киремете пама ял пуçне пĕрер вăкăр е така хатĕрлесе хураççĕ. || Бить, ударять. Кан. Шалта рояль клавишсем çине чышкăсемпе параççĕ, тулта вăрçаççĕ. Янбулат. Опăшки тăчĕ те, ачана ричакпа парать те парать, хытă хĕртрĕ ачана. Йӳç. такăнт. 17. Атте тухса кайнă чухне, лашана пĕр-иккĕ пачĕ те, кайăк пек тухса вĕçрĕç. N. Лайăх тăракан çыннах пычĕ те, хăлха чиккинчен пĕрре пачĕ (ударил по уху). || Copiam sui facere, marem ad se admittere. || Доносить, ябедничать, клеветать. N. Вара ун çннчен элек парса, ăна тимĕрлесе тĕрмене хуптарнă. || Употребляется в качестве вспомогательного глагола. Толст. Ыран кил-ха, уйăрса парĕç (отроятся), эпĕ вара сана амине кăтартăп (матку пчелиную). Юрк. Сăрисене ĕçсе параканнисем, куркисем тĕпне укçа ярса, тепĕр хут сăра тултарса кĕрӳшне ĕçтереççĕ. Ib. Никăш пĕлсе каласа параканни çок. Орау. Апат çисан кайса пама пулать ăна. Ib. Чăмласах памалла-им тата? 1) Неужели ты не понимаешь? 2) Ешь, раз тебе дали. Эльбарус. Пĕр çын чопса пыра парать. Имен. Виç çол иртсен Елена Петр ятлă ача çоратса панă, а Фекла Нйколай ятлă ача çоратнă. N. Теçеткийĕ 40 тенкĕ тăрать те, сире катса паратпăр ĕнтĕ (сбавим); илĕр, илĕр! тесе кăçкăраççĕ. Чăв. ист. 31. Чăваш чĕлхи укăрпа финсенчен пуçланса кайнине ниепле те кăтартса пама пулас çук, тет. О земл. Тарăн çемçе сире (в слое) тырă тымарĕсем сарăларах параççĕ. N. Кĕлтĕне капан çине ывăтарах пар. Менча Ч. Утемĕш вăл хăй çынсене пит нуммай асаплантарнăран, хăй те: асапланарах патăр-ха, тесе часах тӳрлетмен, тет. Орау. Çиярах парăр (ешьте больше), çиярах парăр, каçсăр урăх апат мĕн пулас çук. Юрк. Вĕсем çавна курарах парасчĕ. Абыз. † Тухать и та тухмаçть-и, часрах туха парсассăн та, хĕреслĕ тенкĕ парас, тит. (Свад. п.). БАБ. Хыçалалла çаврăнса пăхатăп та, хам патăмрах пĕр темĕскерле, пăхма çук хăрушă, уна пекскер тăра парат. N. Вăл çапла лашине хăварса чупса пынине пĕр çын пăхса тăра панă (как раз видел), тет. Т. VII. Малти (человек) пĕр усăнса тăракан çаппа тытрĕ, тет те, кайри (человека) çине яра пачĕ (как пустит, в лесу), тет. ЧС. Эпĕ ăна куртăм та, хама калла килсе хĕнесрен хăраса, киле тара патăм. N. † Ташлăр, тантăшсем, симĕс шăрçа ярăмĕ пек; силленеех парăр-ха, сарă шăрçа ярăмĕ пек; саркаланса парăр-ха (= развернитесь-ка во всю, чтобы показать свое искусство в пляске. Хĕр йĕрри). Кан. Лач-касси ялне кăçал çула Яншихăв леçниччĕстви 81 ĕне Тăрмăш таччине ямалла туса пачĕ. ТХКА 38. Хамăр ĕçлемесен, пире çын ĕçлесе парас çук. N. Лучше эсĕ авланса ямалла та и пурăна памалла. N. Пристăнь çинчен пакаш йăтса та параççĕ, шыв та йăтса параççĕ, вутă та татса çурса параççĕ. Баран. 98. Çав хушăран эпĕ ăйха кая панă. ВС. Разум. КЧП. Эсир сĕтел хушшинче ĕçлерех паратăр çав. ТХКА 27. Асту, ӳке паран. N. Вĕсем каялла çавăрăннă та, тара панă. СТИК. Чупа панă (чупса çитнине чарăннине кăтартмаст; чупрăм карăм, чупрăм килтĕм, чупрăм çитрĕм — обозначает законченность действия). Альш. Лешсем урайне шурă кĕçе сарса хураççĕ, тет. Качаки варалать парать, тет, кеçине.

паранкăлла

на картошку. N. Эпĕ кишĕр паранкăлла илтĕм.

париш

(париш), барыш, доход. КС. Вилессе вилимарĕçĕ (коровы), анчах парише куримарăм. . Çавсенчен çуррине пуснă сутнă пулсан, эпĕ луччĕ париш кураттăм кăçалах (получил бы барыш). V. S. Париш, доход.

парт

подр. звуку, который получается при ломании хрупкого предмета. Чертаг. Парт-парт хуçăлса анчах каять. || Подр. моментальному повороту. Тет. Эпĕ лашана сылтăм енелле туртăрăм та, манăн лаша парт çавăрăнчĕ. || Подр. моментальному взлетыванию с шумом. Турх. Çава сасси хир тăрăх янăранă чух, вĕçен кайăк йăвинчен парт вĕçет. || Сёт-к. Парт персе анчĕ. Шлепнулся на землю.

пасарлă

базарный; имеющий базар. Изамб. Т. Эпĕ пасарлă Елчĕксем.

пастай

постой, погоди! (рус.). Кан. Пастай-ха, эпĕ сана кăтартăп, теççĕ. Утăм. Пастай, кăтартăп-ха эпĕ вĕсене!

пат

послелог, указывающий близость. См. пет, çум. Якейк. Пӳрт çинчен йор моклашки (комок снега) татăлса анчĕ те, ман пата (возле меня) тӳрех ӳкрĕ. Çĕнтерчĕ 13. Хам патăнта ĕçленĕ чух. Орау. Хăвăр патăрта ĕç çук-и? Нет ли у вас у самих работы? Ib. Чăваш арăмĕ, сăмах пĕтсен, тухса кайиччен-и, хăй панчен хăна тухса кайнă чухне-и: сыв пул тати, тет. Тем пулат вара вăл «тати»? Вăл сăмах «сывă пул тата», «тепре куриччен» тени патнелле пырат пулмалла. Ib. Утаралла карĕ, пошел по направлению д. Отары (ее видно, м. б. идущий пройдет и дальше). Утар енелле кайре, пошел в сторону д. Отары (деревни не видать и о ее направлении лишь заключают, напр., может быть за горой); Утар патнелле кайрĕ, пошел близко к Отарам. N. Каç пулсан, эпир унпа ларса (в экипаже) кӳрĕш яла, хĕр патне тесе, тухса кайрăмăр. Шугур. Мана вара усрама пĕр начар çын патнĕ пачĕç (к бедняку). ЧС. Пирĕн патра пĕр ватă çын пычĕ. К нам пришел один старый человек. Бес. чув. 3. Ял патĕнчен кăнтăр енче Ч. ятлă çырма пулнă. Собр. Чавса патĕнче те, часах çавăрса çыртас çук. (Послов.). О сохр. здор. Мăйĕ хăлха патĕнченех шыçса кăять. Эльбарус. Онччен те полин ман патналла çамка çинчи сăнакне (знак) çутатса питĕ хытă стрелок чопса пыма пуçларĕ. N. Перĕн патнали (= пирĕн паталли) çынсем çок. Нет людей из нашей местности. Земледелец. Иалсене ял теме çук, пирĕн Пăва, Çĕрпӳ хулисем патне те пыраймаççе (не нашему Буинску или Цивильску чета). Сред. Юм. Самми патне пӳнеттейпе пырса шыранă. Самсона обыскали с понятыми. Ib Патнерех пынапа хай сăрт хĕрлĕ пôлчĕ тăчĕ, тет. Регули 1206. Ĕлĕк вăл ман патра порăнса. Ib. 1532. Вăл кисеснех вăлсам патне кайрĕ. Ib. 1524. Вăл килчĕ он патне, ман атти патне, ман пата та килчĕ (ман пата анчах килмерĕ). Ib. 1142. Вăл сан патран ман пата килче. N. Çав çăмăрлă хура пĕлĕтсем пирĕн патралла киле пуçларĕç. Етрух. Кĕркури пиче патне кайса ларнăч, урăх никам патнех те кайса ларнине астăвмастăп, тет. N. Вăл çын патне питех çӳремест (редко к кому ходит). Синерь. Выçса вилеттĕмчĕ, çак çын хăй патне (к себе) илсе кайса тăрантарса усрарĕ, ачисене кĕтӳ патне (в пастухи, в подпаски) пачĕ тăранса пурăнма, тыра çитмерĕ, тесе калать, тет. Альш. Чапăрлă шывĕ патнерех çитерехпе пĕтет (ту аякки). N. Ху патунтан (= патăнтан) хуса ан яр мана. Кан. Ишчейккăсем патне хурса хăварнă япаласене илес тесе тухакансем пулчĕç те, ишчейккăсем патне те ямаççĕ. N. Ыраш патне тухатпăр. N. Ман патна, ко мне. N. Патне çитрĕмĕр (метаф.). N. Сан пата (у др. патна) килтен хут яраççи? || Около (во временном значении). Трень-к. Эрне патне, около недели, т. е. приблизительно в продолжение недели. Б. Янгильд. Çак ухутник мулкачă çурине пĕр эрне патнелле усрарĕ. N. Хоçи пер çер тенкĕ патнех петерчĕ. || Приблизительно, circiter. О сохр. здор. Крахмал 50 мыскал патнелле пырать. Крахмала около 50 золотников. Ib. Пĕр çынтан тепĕр çынна ерекен чирсем пит нумаях мар, пер çирĕм патне анчах. Кан. 84 проччăн патне пулать. Ib. Черече пин патнелле, тесе, ăсатса яраççĕ. Елаш. Вăл (ял) пĕр çĕр аллă çул патнеллех пулать пуçланса кайни. Эта деревня освована не меньше, как лет со 150 тому назад. || За. N. Пуçтарса хуна пахча çимĕçĕсем вĕсем пурте пĕрле пĕсерсе çиекен апат патне кайна. Синерь. Мĕн шырасси, апай патне (за мамой) килтĕм, тенĕ. Ишек. Унтан вара эпĕ çын пăрçи патне нихçан та кайман (воровать чужой горох). Чăв. й. пур. 11. Ашшĕне эрех патне ями пулчĕ. Ала 9°. Вăл çапла тавар патне тухса каяс умĕн, ун патне пĕр ватă хуçа (купец) пырса кĕнĕ. N. Мĕн патне карăн? — Шу патне карăм (за водой). Регули 1092. Эп окçа патне (окçашăн) килтĕм. Ib. Вотă патне каятăп. || В сравнении. N. Çулленхи патĕнчи ырашăн пĕрчи пит вĕт. || С причастием будущего времени в чувашизмах. Ау 14°. Упа, капантан ута ыталаса илет, тет те, перет, тет, илет, тет те, перет, тет, пере-пере капана пĕтерес патне çитре (разбросал почти весь стог), тет. Регули 126. Каяс патне çитнĕ. Ib. 125. Вилес патнех çитиччен хĕнерĕ. Янгильд. Çорконне, йор кайса петес патнелле (близко к тому времени, как сойти снегу) сорăхсене çитерме тохаççĕ. || Послелог в знач. русск. предлога — к. Регули 1528. Лепле вăл исе килĕ? онăн çынсам çок, утсам сахал тата, он патне тата (к тому же еще, кроме того еще) хăва ĕçне пелимаçть. || N. † И памăпăр, памапăр та, патне çитсен (когда подойдет время), чармăпар. || Яргуньк. Иван ĕçĕрĕ (выпил), тет те, патнех кайса ӳкĕрĕ, тет, Иван. N. Вăл хăй порăннă пӳрт пӳртекӳне керсен, ăна такам аякран çĕçĕпе чикнĕ те, çĕççи патнех çакăнса йолнă. Когда он входил к себе в сени, его кто-то ударил в бок ножом так, что нож остался в боку.

паталан

задергаться (о ране) со шрамом и прочими следами от заживания. КС. Янах айĕсем, мăйсем йăлт паталанса ларнă (т. е. прекратилась течь и пр. и образовался шрам). Ib. Ку çăка йăлт паталанса ларнă (вся заросла со следами от повреждения коры). Ib. Эпĕ пĕлтĕр хурăна пуртăпа каснăччĕ те, кăçал паталанса ларнă (рана зажила). || Покрыться пятнами. Якейк. Кĕпе паталанса пĕтнĕ (вся в пятнах).

патак çи

потерпеть побои, быть битым. N. Çын патаккине çийиччен, хăвăртрах вилсе выртсан луччĕччĕ. Янш.-Норв. Унта вара (при этом) хĕр вăрлакансем ĕмĕр çимен патака сиеççĕ (когда их нагонят, настигнут). Сред. Юм. Патак çиет, получает побои. Ib. Эпĕ патак çинине пар лаша та тôртас çок (побоев много получил). N. Эрех ĕçекенсенĕн хĕрарăмĕсем, ачисем нумай патак çисе куççулĕ тăкаççĕ. N. Патак çима шырать. Беседа. Арăмĕ хуйхăпа, патак çинипе чире каять. Торп-к. Çак ача калать, тет: капла патак çисе пурăначчен каяс луччĕ ман пĕр çĕре, тесе.

патла супăн

туалетное мыло? N. Эпĕ паян тутартан патла супăн илсе юлтăм-ха.

патман

пудовка. Н. Седяк., Якейк. Чертаг. Патман — 10 кĕренкке, 10 фунтов. Ib. Эпĕ паян пĕр патман тăвар илтĕм-ха. (Говорится только о соли).

пахил

(паhил'), благословение. СПВВ.МА. Мана атте-анне пахил парса хăварман, теççĕ (= пиллесе хăварман). Юрк. Çук, манран вĕсене пахил çук. (Гов. мать о дурном сыне и дурной невесте, его жене). Ib. Ашшĕ: эпĕ мĕн тумаллине хам пĕлнĕ пек туса патăм; çавăнпа пахил пултăр! (Гов. уми-рающий). Ib. Ачам, чунăм, аçăна-анĕне сума суса пурăннăшăн сана пиртен пахил! (Гов. сыну умирающий). Телейлĕ пул! Кунта мĕн пур кил-çурта ху пĕлнĕ пек ту. N. Пахил паман она ашшĕ (не благословил). Слакбаш. Сана пахил манран лаша! (Гов. умирающий). Ib. Манран сана пахил пӳрт. (Гов. умирающий),

пахча

(пахц'а, пахча), огород. Альш. † Сикрĕм антăм пахчана, пахча сулĕ çук пулчĕ. Изамб. Т. Пахча тытмалăх (загородить) укçа пулсан, эпĕ пахчасăр та пурăнап. N. Манăн пахчана тыр ан акăр. N. Пахчана улма тултартăмăр. || Сад. СТИК. N. Улăх ути çулнă, ятран пĕрер валем лекрĕ. Пахча ути пĕр валем-пулчĕ. N. Пĕр-пĕр çĕре каяс пулсассăн, эпĕ кирек хăçан та çав пахча витĕр каятăп (= çӳретĕп). N. Пахчана кăçал лартмасăр юлас марччĕ. || Двор. Разг. С. Мих. Çак аслă пахча санăн-а? Твой, что-ли, этот большой двор? Отсюда: пахчалăх, паччалăк.

пашка

тяжело дышать, задыхаться, пыхтеть. Бес. чув. 2. Туртас вырăнне шуса ӳкрĕ те, пашкаса вырта пуçларĕ. Ивановка. Вăл чупнипе пашкать, пашканнипе аран-аран сăмахлать. Ib. Пӳрте кĕрсен, эпĕ чупнипе питĕ пашкарăм, анне манран ыйтрĕ: мĕншĕн пашкатăн? терĕ. Хурамал. Лаша пашкаса тăрать (тяжело дышит). Толст. Вăл пашканипе аран-аран сывлать. Шурăм-п. Сакайне кĕрсе пашкаса выртаттăмăр (тяжело и скоро дыша). Ib. Пĕр упашкана (лупашкана?) чупса пашкаса пырса выртрăмăр. Никит. Выльăхсем ăшăра тармаççĕ, пашкаса çеç-кăна çӳреççĕ. Ib. Вăл киле пашкаса чупса пычĕ те: анне, пирĕн аттене хупнă, терĕ. Скотолеч. 5. Лаша пашкамасть пулсан (если не задыхается)? Изамб. Т. Лаша, чупсан, пашкат, час-час сывлама пуçлат. Календ. 1904. Вара чуптарса пăхас пулать; каллах урисене аван илет-и, пит пашкамасть-и, сăмсинчен анмасть-и? Сред. Юм. Пит чупсан, çын пашкакан полать (задыхается). Ib. Пашкать тесе, хăвăрт ôтсан, чôпсан, вĕттĕн сывланине калаççĕ; хашкать тесе, пысăкраххăн сывланине калаççĕ. Шел. 86. Пăраххут килет тем пек пашкаса.

пек

(пэк), подобно, как. Янтик. Сан карчăку арăм пек те марччĕ у! тек темĕскер-те-пĕр калаçатчĕ санпа. N. † Шур чĕр çитти юр пекех, пасарта та пур пекех. Вир-ял. † Кил-карти варинче çаврака кӳлĕ, пур пек ырă пулă пуçтарăннă. Изамб. Т. Китăн пулăнни пек сасси çук. Холера. Халер чирĕ унта пирти пек пĕр сарăлса, пĕр пĕтсе пымасть (постоянно). Лашм. † Кайăк пек çунатăм пулсан... Якейк. Онăн пек, салтакăн пек, маþайăн пек («н» твердое). Регули. Он пек ташлать. N. Вĕсем пек крапаллă (так!) коляскăна кӳлĕнеççе те, çынсем лартса турттарса çӳреççĕ. Регули 1254. Хăва ул пекех мана йоратать. Ib. 1255. Эреке пек шăрш кĕрет. N. Эп этеме шăна пек теп (сравниваю с мухой). Альш. Вĕсем ĕлĕк лерелли тури чăвашсем пекрехех тумланнă иккен. N. Вĕсен пек, санăн пек. ГТТ. Ялта ял пек пулас, тет, çын çинче çын пек пулас, тет (чувашин). || Как будто, точно, вроде, кажется. N. Тухăр кӳлĕр турă утра, çула тухсан хăвармас мĕн, килĕр пуççапар кил-йышине, килес çулччен манас пек. (Испорчена?). Орау. Вăл çав кĕнекесем айĕнче выртатчĕ пек-çке мана (кажется, как будто лежала). N. Парăнтарас пек калаçаç та-ха... Говорят, что победят, но... Капк. Ман хыçра эсĕр пек астурăм эпĕ. Ерк. 52. Сухатӳне килнĕ пек чух пĕре чуптарас, пухха йĕри-тавра ăмăртса кустарас. ТХКА. 47. Пирĕн ял аслă вăрман варринче пекех ларать. N. Çырăва çырма тытăниччен темĕн чухлĕ çырас пекчĕ. Регули 119. Тивес пекех пычĕ мана. N. Пурри пур та, анчах вĕсем пушă ларнă пек лараççĕ. Орау. Ăна леш кĕнекесем айĕнче выртнă пек астăвап-çке эп. Альш. † Шурă чăхă çăмарта тăват-çке, чĕпписен уссисене курас пек. Пире атте-анне çуратнă, пирĕн уссăмăрсене курас пек. N. Йĕке хӳре хăй вăйлă пек пулса: юрĕ, качча илĕп, тенĕ. Бгтр. Ку йомăç пăхам пек турĕ, тет. Регули 169. Вăл халь килнĕ пек. Ib. 249. Ĕçлемен пек корнать. Чăв. й. пур. 32°. Пĕр вăхăтра Ахтапанта, пасарта хăне кирлĕ пек пилĕк çын чĕннĕ. ЧС. Анне манран: Çеркей, вут пăртак чарăннă пек-и-ха? тесе ытрĕ. N. Атте-анне ӳстерчĕ юратса, ĕмĕр пĕр хуйхăсăр ирттерес пек N. Вăл каççине кăшт пĕлĕтлĕрех пекчĕ. Нюш-к. Эп паян суха тăвам пек турăм (если про З-е лицо, то: тăвнă пек). Изамб. Т. Эпĕ кĕтӳçĕрен ыйтăрăм та, ул мана: пурте (лошади) тавăрăнчăç пек, терĕ. Альш. Малтан тухса кайнă хĕрсене, тухса кайнăшăн пек пулса, мăшкăласа калаççĕ (поют). Кан. Ман шутпа капла туни тĕрĕс мар пек. Чăв. й. пур. 6°. Мана капла туни аван мар пек. Истор. Трупасем кăшкăртса мĕн юлнă пек халăха пурне те пĕр çĕре пухнă. Янш.-Норв. Тусĕ хурласан та, мухтасан та, лешсем ытах илес пек пулсан (захотят), хĕрĕ ашшĕсенчен: хĕрне кăçал паратна? тесе ыйтса пăхаççĕ. || «Можно». ППТ. Кун каçалла кайсан, тепĕр кунне тăваççĕ; ĕлкрес (= ĕлкĕрес) пек пулсан, çав кунах тăваççĕ. N Вăрлăха ăшă çĕрте тытсан, пĕр-икĕ эрне хушшинче шăтас пек вăрă пур те шатса тухать. || «Почти». Чхейп. Юмăçа кашни кун кайнă пек кайнă. К.-Кушки. Пĕчĕкçĕ лаша турă лаша, халĕ туртас пек тăра-çке (= тăрать-çке), аппаçăмах Насти пур, халĕ каяс пек тăра-çке. N. Куллен янă пек яр. Посылай почти ежедневно. N. Икĕшне те пĕр кунта илнĕ пекех илтĕм (получил почти в один день). N. Илене кашнă кон пекех коратпăр. N. Çиçĕм те унтан пĕр-ик утăмран пек çеç çиçе пуçларĕ. Бес. на м. г. Ак тата çамрăк ачасем хĕлле уллахра, çула урамра, уйра çĕр каçиччен пекех выляса ашкăнса çӳреççĕ. Вишн. 63. Ачасем пур те пекех вар-виттипе аптраса вилеççĕ. Янш.-Норв. Кăсем ун чухне виççĕшĕ çĕрте тăраççĕ, пĕри урапа çинче лашана хăвалас пек тăрать. Турх. Туртмастăп пекех пулсан та (хотя почти не курю)... Бес. чув. 9. Эпĕ анкарти тӳрлетес тетĕп, тата ав кăмака та ишĕлес пек тăрать. Дик. леб. 40. Хĕвелĕн пĕр хĕрри ĕнтĕ тинĕсе перĕнес пекех тăрать. || «Около, приблизительно». Тогаево. Вăлсем пĕр эрне пĕк ĕçлесен, эпир пиччепе вăлсем ĕçленине пăхма карăмăр. Ст. Яха-к. Ун чухне çиме çитмен çынсем те... пĕр-ик витре пек пулсан та, сăра тăваççĕ. (Çăварни). Альш. Амăшĕсем вĕсене пĕр çичĕ-сакăр витре пек çăра-сăра, лайăх сăра лартса параççĕ. Ib. Хуçа вара хĕрсене çав хисепе тунăшăн килĕнчен тухса кайнă чухне пĕр пилĕк пус пек, вунă пус пек укçа парать. N. Вăрçăран 5 çухрăм пек тăратпăр.

пер

(пэр), кидать, бросать. N. Ан пер, не бросай. N. Чикан çав çăкăра ил те, пер ачине (возьми и брось в своего сына). Ау 4. Йиттисене, лашисе (= лашисене) веç шыва печĕ, тет. N. Пулăçăсем вара, ыйтса та парас çуккине пĕлсе, ăна (ее) тытнă та, каллех шыва тытса пенĕ. Турун. Кам унта кĕлте перет. Ib. Кам унта эсĕ, кĕлтесем перетĕн? N. Пурте ăна чулсем илсе чулпа пере пуçланă: мĕн чухлĕ персен те, пĕр чул та пырса сĕртĕнмен ăна. Шибач. Тытса пĕре çавăрса перем! Кив-Ял. Эп сана Сĕвене кайса перĕп. || Бросаться. Кн. для чт. 139. Вара вăл кантăр вырăнне перет, кĕлте кӳрекен çулсем çинче вĕçсе çӳрет. Абаш. Халăх çĕнелле (хола çĕнелле) пеме поçларĕç. N. Хай çӳлтен вăйпа юхса пыракан шыв тӳрех канава юхса перет, кукăрăлса каймасть. Ир. Сывл. 27. Савăнăçлă çуркунне çитсе печĕ пирĕн енне. || Откидывать, задевать. Ала 103. Çичĕ пăт сĕлĕ хатĕрлерĕм, пуçне пĕкке пемешкĕн. N. Онта пуçна ан пер. Курм. Пуçне пĕккине персе пычĕ (лаша). || Махнуть. К.-Кушки. Вăл карташ урла тӳрĕ печĕ, эпĕ çаврăнса кайрăм. Он махнул через двор прямо, а я наискось. || Ударить, бить. Шурăм-п. Хăйсем вĕсем шултра матур çынсем, пĕрре персен çынна вĕлермелле. Якейк. Пуçа алăка петĕм (ударился). N. Эпĕ пуçа юпана петĕм. Орау. Мĕн пăхса тăтăн тăта, ăна пер те, йăвантар (его ударь и свали). Ст. Шаймурз. Мала ан ирт, кая ан юл: мала иртсен, пуçран переççĕ, кая юлсан, кутран тапаççĕ. Сред. Юм. Хĕнеме хошайрăр ôна, ô сана перет соккăр-паттăр пик. || Стрелять. Панклеи. Пĕри (медведь) тайăлнă чăршă тăрăх хăпарма тапраттĕр, ăна хоралçă пăшалпа персе ӳкерчĕ; тепри хăпарма тăрчĕ, ăна та персе пăраххĕр. НАК. Пĕрре кайăк хыççĕн Хуракĕсрери киреметре çӳренĕ чух, кӳлĕре пĕр кăвакал куртăм та, пăшалпала виçĕ хут петĕм. Баран. 54. Юлашкинчен çимисем, пемеллисем пĕтсе çитнĕ, вăйран та кайнă. N. Пирĕн çие переççĕ. N. Перет-ха у! N. Пăшалçă кашкăра пăшалпа пенĕ те, тивертеймен. N. Ухатаçă кайăк-кăвакала печĕ. Янш.-Норв. Кайăк-кăвакал пеме тесе (чтобы...). N. Пĕр-пĕрне пăшал персе. Шибач. Улĕ корчĕ те амăш пынине, вăрмантан пăшалпа персе пăрахрĕ, так и вĕлерчĕ. Б. Олг. Астур, сере пăшалпа перетпĕр (будем стрелять) пармасан. Орау. Эп ача чух пĕре пăшал пеме çичĕ пус патăм (за право выстрелить). Истор. Тăшмансенĕн пемелли хатĕр пит нумай пулнă. ||Разить (о запахе). Шурăм-п. Пĕринчен эрех шăрши кĕрет, тепĕринчен тапак шăрши перет анчах (разит табаком). N. Сасартак шăрш пеме пуçлать. Кан. Шăршă чăтмалла мар перет. Чĕр. ч ун. яп. й.-к пур. 24. Çăвара чикмелле мар усал шăршă перет. || Пить много и жадно. Шурăм-п. Эсир сахăрне чейпе çисех ятăрĕ-çке, эпĕ хуçи курасран хĕве вăрттăн чикрĕм те, шывне ла-айăх петĕм (выпила). КС. Эс ма паян ку тĕрлех шыв перетĕн? Что ты сегодня так много пьешь? Эльбарус. Персе килнĕ. Пришел пьяным. Якейк. Эпĕр ĕнер эреке петĕмĕр анчах (много выпили). N. Çынсем ытла вĕрипе сивĕ шыва переççĕ, ачисем час кӳрсе килмесен, кайран çаптарса та илеççĕ. Бюрг. Ĕçессисем килнĕ япаласем — переççĕ: ĕçсен-ĕçсен, ӳсĕрĕлсе кайса ӳкеççĕ. КС. Пурăнăçа, чĕлĕме, çăккăра, эрекене, сăрана перет, здорово ест, пьет, живет. || Спать много и крепко. КС. Ай-ай ăйăха перетĕн эсĕ! Ну и спишь ты крепко и много. Ib. Талăкпех ăйăха петĕм. Проспал круглые сутки. || Ляпнуть; взболтнуть. N. Эпĕ хам та ухмах, пер яр. Ск. и пред. Сăмахсене ку çынсем пемеççĕ (не бросаются словами) сывлăша кăлăхах янтратмаççĕ. V.S. Кирлĕ-кирлĕ мара пер. || Твердить, настаивать, повторять. Ау 103. Эсĕ манран пĕр усă курăн, тесе калат, тет. Çак ача таки (= такки) хăйăннех перет: эсĕ ман автана тытасшăнччĕ, акă ĕнтĕ ху çаклантăн, тесе калат, тет. СТИК. Ăна хутте мĕн кала, вăл хăйиннех перет (он все свое твердит). Ашше-амăшне. Ваçук кӳрши хайĕннех пенĕ: тĕлĕнмелле хĕр эсĕ, Лисахви! тенĕ. N. Суйлас вăхăт çитсен, петĕмĕр суйларăмăр хамăр суйлас тенĕ çынсене. || Ссылаться. КС. Эсир паян кăнтăрлаччен çăмăра персе ахалех ирттертĕр, халь ĕнтĕ каçчен ун вырăнне хытăрăх (хытă) вырăр. Ib. Праçнике персе, ĕçлемерĕç. Ссылаясь на праздник, не работали. N. Чире пер. || Притворяться. Якейк. Пирĕн ати ĕссĕре персе выртать (притворяется). N. Ухмаха пер. Притворяйся дураком. Орау. Сутра пĕлмене петĕм (притворился). N. Чире печĕ, ӳсĕре печĕ. Байгул. Ку арăм епле те пулин ачисене вĕлерттересшĕн, тет, çавăнпа ку чире печĕ, тет. || Терпеть, выносить. КС. Халь лашана тăрантартăм ĕнтĕ, каçчен перет (не устанет, вытерпит).

перĕнтер

(-дэр), понуд. ф. от гл. перĕн. К.-Кушки. Ури тĕпĕсене хире-хирĕç перĕнтерсе лараççĕ. Сидят, соткнувшись друг с другом подошвами ног. N. Вĕсем пĕр-пĕринпе пит-çăмартисене перĕнтерсе чӳречерен пăхса тăнă. Они смотрели в окно, прислонившись одна к другой щеками. Тип-Сир. Урисене çĕре перĕнтермесĕр, каяла çавăрнса пăхмасăр, тарчĕç, тет (убежали, не чуя под собою ног). Скотолеч. 8. Хырăмне перĕнтерсе ыраттарсан (если ушибет обо что-нибудь живот)... Якейк. Икĕ йопая хире-хирĕç перĕнтерсе тăратнă. Поставили два столба наискось, так что они упираются один в другой верхушками. N. Эпĕ ăна пуçĕпе (ун пуçне) пĕрене çумне перĕнтертĕм. || Забивать на словах, переспаривать. Якейк. Ай-ай вăл она плотнă перĕнтерет (забивает его словами во время ссоры).

персе яр

ляпнуть, проговориться, взболтнуть. Ст. Чек. Вăл çынпа калаçма пĕлмес; хăш чухне ытла аван калаçнă çĕртех персе ярат унталли-кунталли мар сăмаха. Кан. Эпĕ ăна асăрхамасăр персе ятăм, тесе, суят. Ib. Ача сăмаха тӳрех персе ямасть, малтан шухăшлать. КС. Астумасăр çав сăмаха пер яр. Букв. 1886. Ку ача-пăча çăварĕ — тем персе ярĕç кăсем! Беседы. Мĕн килчĕ ăна персе ярать (слова). ТХКА 58. Ах, ох, пихампар, çырлахсамах, пихампар, персе ятăм сăмаха, хамăн калама юраман сăмаха, вăрттăн шухăша персе ятăм-çке. Шурăм-п. Шăлнĕ: эп хăратрăм, арçури мар, тесе, персе ячĕ (вдруг сказал). Хурамал. Аптăранă енне çапла персе ячĕ, тет (сказал). Орау. Ним курасса пĕлмесĕр çӳрет, сăмаха пĕр шухăшламасăрах персе ярать. Ib. Юлашкинчен пĕр сăмах персе ячĕ (ляпнул не кстати или нарочно). Ib. Персе ан яр, кӳлеше пуçлĕ. Не проговорись, будет еще ревновать. || Неожиданно выстрелить. N. Хăй çаплах чӳрече çинче ларса тăнă. Сасартăк пăшал персе янă.

первей

в первый раз, сначала. N. Эпĕ вара хăрасах карăм, мĕншĕн тесен эпĕ первей анчах анса кĕтĕве. Абыз. Иван каларĕ: эс первей çап, тит (сначала ты ударь). N. Чăн первей паранкă пăрахаççĕ.

первый

впервые, в первый раз. Янорс. Эпĕ первый Шопашкара кайни.

пехил

(пэhил'), благословение. А. Турх. Ст. Дув. † Атте-анне пехил парсассăн, эпир те пулăпăр çурт пуçĕ. ЧП. Атте-анне пехилĕ çитсен, эпĕ те пулăп çурт çынни. N. Эй кинĕмĕр, пехил сана, çак кил хуçи пулăр, ача. N. † Эпĕ атте аннене юрарăм ĕмĕрлĕхе пехил илесшĕн. N. Вĕсенчен сана пехил тухтăр. N. Те атте çыртарнă, те хăй çырнă вăл сăмаха: турăран пехил ытатпăр вилмешкĕн, тесе. || Завещаемое при смерти. N. Вăталăх ывăлне каларĕ, тет: сана пĕр саступ пехил, тесе каларĕ, тет. (Сказка). Н. Шинкусы. Чунĕсем (предков) турă умĕнче ырлăхра пулччăр пире пехил парса хăварнăшĕн. (Поминовение предков в молитве ӳчӳк). Изамб. Т. Акă эпĕ вилетĕп: сире пехил. Ыр курмалла пулăр. Çынна юрамалла пулăр! Аннӳ сăмахне итлĕр. Эсĕ, Кеçтук, сывлăхлă парса çитĕнсен, аннӳне, йăмăкусене ан пăрах. N. Ун чухне ыттисем калаççĕ, кашни çын, пӳртрисем пурте: пĕри калат — сана лаша пехил, тепĕри — сана ĕне пехил, сана сурăх пехил, сана хур пехил, чăх пехил. (Свадьба). Альш. Манран сана пĕр кĕтӳ лаша пехил! Желаю тебе иметь табун лошадей (пожелание детям. Выражает и недоброжелание).

пылăх

, пыллăх, новь после корчевки. Тюрл. Посри анасене пылăх тесе калаççĕ (коренная земля, поляна, поле чистое). Альш. Пылăх çĕр = вăрман уçса акнă çĕр (чищоба). || Поляна. Букв. 1904. Пĕр пĕчик пылăх тĕл пултăм эпĕ. Ку пылăх аякран хăмач сарнă пек курăнса выртат. Ib. Хыпаланса чупса пытăм уçланкă хĕрне: хир те мар, вăрман варринчи пылăх. N. † Пылăх варнчи пыл корĕк, пĕр виç ывăç татас поччĕ (= пулаччĕ); эсĕ мана йоратнине пĕлнĕ полсан, пĕр виç сăмах поплес поччĕ. (Хĕр йĕри). Синьял. † Вăрман варĕнче, пылăхра, сар чече те кăвак чече, сарринчен кăвакки ытларах. Мижули. Пăртак анчах вăрман пылăхĕнчен похнăччĕ, эпир тăракан йоман айне çиçĕм çиçсе, аслати йоман тăрăнчен пуçласа аяла çитиччен ик енеле çорса çапрĕ.

пыр

итти, ходить. С. Тим. † Пыраттăм, пыраттăм çулпала, вуникĕ кашкăр тĕл пултăм. Чăв. й. пур. Прухха та ун патне пыма пăрахнă вара (ходить перестал к нему). Абыз. Ай ман хыçран такам пырать. СТИК. Çулпа 20 салтак пырат (но: çулпа салтаксем çирĕмĕн пыраççĕ; еще: пӳртрен виçĕ ача сиксе тухрĕç те, сиккелесе выля пуçларĕç). Якейк. Эс пырсан, эп каймалла та, эс пырасса пĕлместĕп. Я поехал бы, но не знаю, согласен ли ты на это. Кан. Пыр та çыпăç ун патне! т. е. он теперь важное лицо. N. Манăн та пырас-и? И мне итти с вами? — Ан пыр (или: пымасан та юрĕ). Юрк. Пырах та, пыр, пырах та, пыр, тенĕрен улпучĕ те: юрĕ, юрĕ, пырăп, пырăп, тет (улпучĕ, пит варлă чĕннĕрен). Ib. Миçе кун пыннине (ехали до города, где сейчас идет беседа), епле çитнине каласа кăтартаççĕ. Ib. Пĕрин аллинче нимĕч чĕлхипе (нимечле. Орау.) çырнă кĕнеке. Пырсан-пырсан, иккĕш те çав кĕнекене вуласа пăхсан, тĕлĕнсе калаçса пыра пуçлаççĕ. Орау. Кĕперпе пынă чухне. Когда я шел (сюда или туда) по мосту. Ib. Тинĕс хĕрринчи ялсене карапсемпе пырса тупăсемпе пере-пере кайнă (или: пыра-пыра персе кайнă). Ib. Пырсан-пырсан, малта таçта хăй çути курна-курна каять. Сёт-к. Самай кĕтӳвĕ тохса кайнă чохне хамăр ĕнесене пырса ертсе ятăм. Ст. Чек. Кăмака умнелле те пыра пуçларĕ (стала стряпать). Т. VII. Çук, çук пымастăп (с тобою). Ib. Ик çын вăрманта пыраççĕ, тет: пĕри кайра, тепри малта, тет. ППТ. Айтăр, эсир пыратра? эпир каятпăр. N. Пырсан-пырсан, пĕр шыв хĕррине çитрĕ, тет (в другом месте: кайсан-кайсан, пĕр шыв хĕррине çитрĕ, тет). Сред. Юм. Пырса та ан шăршлан. И не подходи, все равно не получишь. Регули 1429. Пымассеренех вăл мана паратчĕ. Ib. 309. Эп пыраттăмччĕ те, ерĕçмерĕм. Ib. 137. Вăл пынине пĕлес çок эс. Ib. 84. Вăл пырасса пĕлес çок. Ib. 344. Эп корса, эс пыриччен тытса. Ib. 322. Эп пырсаттăмччĕ он чох, сирĕн никам та, килте çокчĕ. Ib. 593. Пыракан (пырса) онта çынсам темче хут. Ib. 399. Эп онта пырса паян. Абаш. Лаша пит аван пырать. Орау. Лаша тĕпре пит лайăх пырать (идет). Юрк. Пыр — ступай. Ib. Мана çырса ларакан çын кирлĕ, çывăрса ларакан çын кирлĕ мар. Пыр, ман патăмран тух та кай, тет. Хурамал. Пырсан-пырсан, вăл пĕр хулана пырса кĕнĕ. Ib. Пĕри калат: пыр, эсĕ кĕр хĕр илме. N. Пыр-ха çавăнта хăвăртрах, чуп = кай-ха çавăнта хăвăртрах, чуп. Чăв. й. пур. 14. Эсĕ пыр, таврăн киле. Альш. Пыр-ха, ман сумккана исе кил-ха, тет. N. Эсĕ ман патма пыратна? Ты идешь ко мне? (Спросит человек, идущий к себе домой, знакомого, если предполагает, что тот идет к нему. Если повышение голоса не на послелоге, то это значит: «ты придешь ко мне?»). N. Нимĕçсем пирĕн çине çĕрле пычĕç (подошли к нам). N. Ну, тарçăм, виçĕ апатна та эсĕ пĕр тапхăр çирĕн, пыр ĕнтĕ, тула тухса, хытăрах ĕçле, тесе каларĕ, тет. N. Эпир унта ялпа (не ялĕпе) пытамăр. N. Пынă çемĕн пырас килет. N. Пырах сӳреççĕ. Юрк. 18. Пыр халĕ, лешне пĕр савăт илсе кил, кĕрешес уммĕн пăртак ĕçсе пăхам! (эрех илме хушат). Ib. Ку улпучĕ нумай та шухăшласа туса тăмаст: пуçа çăмăл пулат пулсан, пыр халĕ, пĕрер савăтне кӳрсе пар, тет. Кан. Ăна алăран алла çӳретеççĕ, пыни пĕр эрне çитес умĕн, вăл «Капкăн» мунчалах пулса каять вара. N. Тĕтĕм сан çинелле пырать-çке. || Поступать (о деньгах). N. Унтан ку çын патне кашни кун темĕн чухлĕ укçа пыма пуçларĕ, тет. (Из сказки). N. Çырма та ал пымас ман халĕ топă сассипе. || Находиться в том или ином возрасте. Юрк. Асли, ывăл ачам, чупса çӳрекен пулчĕ, 2 çулта та 4 уйăхра пырат. || Годиться. N. Сӳрене тиха пырат. КС. Суха-пуç пымаст (плохо пашет). N. Пыман суха-пуç пек. Беседа. Навус хырма тытăнать, кĕреçи хырнă çĕре пымасть. || Итти замуж. N. Эсĕ мана ху юратса тухса пытăн. Лашм. † Хамăр ялăн ачисем сар ача, ан авланăр — хамăр пырăпăр. ЧП. Хĕр пырать те, хăй илмес. N. Хĕрсем пымĕç (за меня). Пазух. Ют ял ачи куç хĕсет, мана пырать, тет, пулĕ; пымăп çавă эп сана, манăн савни ялта пур. ТХКА. 87. Наçтаç аки пур, суя ятне илтес çукчĕ, пырап тени хупларĕ. || Лезть. К.-Кушки. Кушак çурисем амăш патне пĕр-пĕринчен ăмăртмалла пыраççĕ. Котята наперерыв лезут к матери. Орау. Выльăхсем епле те пулсан шыв хĕрнеллех пырасшăн. Скотина лезет к воде. || Сопровождать. Бес. чув. 10. Хăш чух тата çынсен мулла хыççăн «эллах – эк-пер, эллах — эк-пер», тесе пынă сасă илтĕнкеленĕ.|| Размножаться; водиться. Орау. Хурăн хуллипе выльăха çаптарма хушмаççĕ; выльăх пымаçть, тиççĕ. Выльăх пыманни (ĕрчеменни) кил вырăнĕнчен те килет, тиççĕ. Ib. Вăсен выльăх пымаçть. Альш. Кил-çурта чавка илешсен, выльăх чĕрлĕх пырать, теççĕ. ЧС. Аттепе пĕр тăван пиче уйăрăлнăранпа пирĕн лаша пыми пулчĕ (не стали водиться лошади, падали). || Существовать, длиться, продолжаться. N. Вĕсен тĕрлĕ кирлĕ мар йăлисем халичченех пыраççĕ. ЧС. Çын çилли çакăнсан, тепĕр тавлăксăр каймасть, хăш-хăш чух виçĕ тавлăка та пырать, теççĕ. Кан. Çунасси вăтамран 80 минута пырать. Вопр. Смоленск. Уçă, çăмăл, нӳрлĕ çил вĕрсессĕн, йĕпе вăрăма пырать. Чума. Хăсса чарăнсанах, çын çăмăланнă пек пулать, анчах нумая пымасть. || Баран. 40. Хуппи (деревьев) мăкланса каять, вĕсем çинче курăк ӳсе пуçлать, çапах та йывăç кĕлетки нумайччен пырать. N. Халь пурнăç пырать. || Доставать, хватать. Изамб. Т. Пĕрре илсен, ун темиçе çула пырат. N. Çирĕп тусан, нумая пырать (надолго хватит). N. † Çаккăнта ĕçни-çини атте-анне çуртне пыминччĕ, çамрăк пуçа хĕсӳ килминччĕ. Ib. Ку укçа нуммая пымас (çитмес). N. Паян тытни (рыба) пырсан пĕр çур çула пырĕ, малашне мĕн тăвăпăр? Т. IV. Эрне кун çĕнĕ çăпата сырсан, çăпата пĕр эрнене анчах пырат, теççĕ. || Стоить, значить. N. Ах, ырă çыннăм, эсĕ апла калатăн, пирĕншен пыр иртни те тем пыратьçке. Кан. Ларса юлни пырах та пырать те, тульккĕш вăл чăвашсемпе калаçма пĕлмест... || Употребляется в качестве вспомогательного глагола. Ой-к. Сенре (= сентере) тăрăнчен шуçса пынă чух (при передвижении) алла темĕскер перĕнчĕ те, тӳнчĕ карĕ. СТИК. Тарса пынă чухне ярса илчĕç. Ib. Чупса пынă чух такăнтăм ӳкрĕм. Ib. Тарса пынă çĕртен тытнă (указывается на то, при каких именно обстоятельствах пойман). Ib. Тарса пынă çĕрте çăкăнса (= тирĕнсе, тăрăнса) аннă. Ib. Чупса пынă чухне такăнтăм та, лач! ӳкрĕм. Бес. чув. 5. Ăна пурăнăç хăех вĕрентнĕ; мĕн тăвассине, мĕнле пурăнассине пурнăç хăех кăтартса пынă. Изамб. Т. Ул хăй хытă килет, хăнчен вут тăкăнса пырат (огненное явление). Альш. † Эпир кайса пыратпăр, курса юлăр куç тулли. Н. Якушк. † Сирĕн савнă тăванăр кайса пырат, пит инçе кайиччен курса юлăр. Букв. 1908. Шывĕ тăп-тăрă пулнă. Хурсен урисем курăнса пынă. 1904. Çапла чупса пынă çемĕн эпĕ хам умра мĕн пуррине курман та, шыв лупашкине лап! кĕтĕм ӳкрĕм. Регули 9. Вире (в гору, в знач. возраста) пырать, ватăла пырать. N. Вилнĕ çынна пытарсан, пӳрт урайне, сакăсене алăк патĕнчен пуçласа тĕпелелле çуса пыраççĕ. Кожар. Эпир вăрласа кайман ăна, пирĕн пичей вăрласа пынă (украл) ăна, калама килтĕмĕр, тенĕ. N. Ун та вăл териех сарлака юхмас (вода), навуспалан пĕвелесе пынă ике енчен те (запружено). N. Шыв тумламне яка çĕрте пӳрнепе ăçталла илсе пыран, çавăнта пырать. О земл. Çав майпах çĕр ĕçĕ те ăстаран ăстана кайса пырать (все улучшается). N. Акă çуркунне сывăхарса пырать (приближается). N. Вĕсем тухни виçе уйăх иртсе пынă, анчах ниăçта та пĕр çĕр татăкĕ те çук. Пазух. Эпирех те кунтан кайса пырсан, шăпăртатса юхĕç куççульсем. Ир. Сывл. 26. Ытарма май çук кунсем таçта юлса пыраççĕ. Ib. Пĕчĕкçеççĕ кимĕсем... юлса пыраç пирĕнтен. Юрк. † Каяс вăхăтăм çитсе пырать (приближается). Ib. † Урампа маюр иртсе пырат (проходит), çта пырассине пĕлмес. N. Кайран, пурна-киле, çав Çумак шурĕнчи çĕр типсе пынă (высыхало). Торган. Рамри юр кайсах пырать (снег сходит), шывĕ те вăйлăланса пырать. Орау. Ачасем ӳссе пынă çемĕнĕн пурнăç каялла каять. (Напис. в 1907 г.). Б. Олг. Эс ман патра порăн, ойăхне виç тенкĕ тӳлесе пырăп; ман патра ан (= авăн) çапса порăн, ан пĕтериччен, виç тенкĕ хоратăп сана хак. Хурамал. Вăл салтак мĕн пур тупнă укçине ялан ĕçсе пĕтерсе пынă, тет. ЧС. Хай пирĕн тете кунсерен йывăрланса пычĕ... (все более и более расхварывался).

пырса кĕр

неожиданно зайти, заехать. Янорс. Эпир Шупашкара пырса кĕтĕмĕр. Чăвашсем 15. Унтан çав киремет тĕми çине пырса кĕнĕ те, унтах лашине тăварса çуни çумне кăкарса выртнă вара. Орау. Исвушчăк лашипе пичке çине пырса кĕчĕ те, пичкене аркатсах пăрахрĕ. N. Киле пырса кĕме, ху пĕлетĕн, намăс. N. Кунтан вара ашшĕсем патне пырса та кĕмерĕç (с той поры к родителям своим они и не заглядывали), тет. Баран. 87. Нимĕн палли те çук; ăçта пырса кĕнине те пĕлместĕп. Çул çук, пур çĕрте те тĕт-тĕттĕм, тет. Ib. 41. Васкаса пынă чух эпĕ ун пек йывăç çине пайтах пыра-пыра кĕнĕ (натыкался, нахаживал). || Нападать. Баран. 202. Вăл хура тинĕс çинче тĕрĕксен флочĕ çине пырса кĕнĕ те, ăна пĕтĕмпех тустарса пĕтернĕ. Ib. 55. Вăрман хĕрринчи тăва йышăнăр (занимайте), хăвăртрах йышăнăр, вĕсем (поляки) унта пырса кĕрес çук. || Попасть, попадать. N. Кайран-кайран усал çине пырса кĕрет. N. Пурăнăç аван енне каяс вырăнне пур çĕр те (вся земля) улпут аллине пынă кĕнĕ (попала в руки помещиков).

пырса лар

заходить. Изамб. Т. Каçпала пырса ларчĕ (приходил). В. С. Разум. КЧП. Вăл пирĕн пата пĕрмаях пыра-пыра ларатчĕ. ТХКА 77. Выçлăх умĕн, хĕлле пĕр каçхине, пирĕн патра Каринкка Иванĕ пырса ларнă та, эпĕ çыракан хута сĕтел патне пырса пăхрĕ.

пыршă

(пыржы̆), кишка. СТИК. Пыршăна кумăп! (Так стращают). Ib. Мунчана каçпа пĕччен кайсассăн, шуйттан пырат та, вĕлерсе, пыршине лапка шалçисенчен кумса хурат тет. Утăм. Ав курăнатех пыршăр. Çĕнтерчĕ 6. Кăвакалăн пек пыршă пултăр. N. Çие-çие ăшĕнче пĕтĕм пырши тулнă мĕн. N. Пăчăрăн пырши тухнă, тет. Çав арпалăха вĕçсе ӳксен, сывлăш çаврăттăм, тесе калат, тет; эпĕ те: хуртăм (пчелы) пур, теп, хурт пулсан, хурт кунти кирлĕ пулĕ, теп. Орау. Çыннин пырши тухать (переносно) кунта, тата куланай ыйтать. || Рукав насоса. Трхбл. Нассус пырши, рукав насоса.

пытар

(пыдар), спрятать, скрывать. Чураль-к. Ах вăрман, сĕм вăрман, ытармалла мар сана, пытармалла сан мана. Кан. Вĕлле хурчĕ 6 вĕлле пытарчĕ (скрыл). О сохр. здор. Чаршав айĕнче пытарса усрама кирлĕ мар (больного оспою). N. Хăв винаватна (вину) пытаран (скрываешь). Чет. пути. Пытарса пытарăнас мар: эпĕ ĕлĕк упрасах каймастăм, кирлĕ мара та калаçаттăм. N. Пулă чĕпписене савăтран (с завода) пытарах яраççĕ(?). Сёт-к. Пытарса тăрать, скрывает. || Хоронить. Юрк. Акă çакăнта эпир хамăрăн пĕр ачана пытарсаттăмăр (похоронили). N. Островец хули айккине, поляксен масарĕ çине пытартăмар. Чăв. й. пур. 22. Масар çинче çав вăхăтра пытарайнă пĕчĕкçĕ ача пулнă. N. (Аннене) пытарса килсен, пурте аллисене çуса сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕç. Пирвай виçшер сĕвем çип, пĕрер кĕсьелĕх пир валеçрĕç те, ĕçтерсе çитере пуçларĕç.

пиеле

пеленать. СПВВ. ВА. N. † Пиллĕкĕн-пиллĕкĕн килтĕмĕр, пилĕк çулхи ачана пиелесе хăвартăмăр. Альш. Пиллĕкĕн-пиллĕкĕн килтĕмĕр те, пиелесе каятпăр. О сохр. здор. Тата çитменне ачисене пур ури-аллине пĕр çĕре кипкисемпе çыхса (пиелесе) пăрахаççĕ. СПВВ. ФН. Ачана пиеле-ха, теççĕ. N. Эпĕ ăна пĕлĕтпе чĕркенĕ чухне, тĕтрепе пиеленĕ чух... ăна кам хапха туса пӳлнĕ. СПВВ. ЕХ. Пиелени — пĕчĕк ачана кипкепе чĕркесе çыхни.

пийĕлçĕ

(-з'э̆), пеленка. N. † Эпĕ каялла çавăрăнса киличчен, пиелçĕри ачасем ар пулĕç. (Солд. п.).

пиклет

пищать. Толст. Çапла эпĕ вĕллесем хушшинче çӳренĕ чух пĕр вĕллере темĕскер пиклетсе макăркине илтрĕм.

пике

(пигэ), барышня, барыня, гоопожа. Кĕвĕсем. Ай-хай хамăр тантăшсем пурте Питĕр пикисем. И. С. Степ. Пике — барышня, молодая дама. Сенчук. † Сарă хĕр те пике мар, чуп тусан та çылăх мар. Янтик. † Ĕнтĕ пике лайăх, пике лайăх, пикерен те лайăх аппам пур. Ст. Чек. Пике — по внутренним качествам — воплощение кротости, невинности, чистоты сердца; по внешности — чаплă, илемлĕ. Ib. Хăрхам пике хĕр пулчĕ, пике хăрхам пулчĕ. (Из сказки «Пикепе Хăрхам»). Ib. Ху ларатăн вырăнта, яту çӳрет пикере (= яту çӳрет лайăхра). N. † Çын-çын урлă курăнсан та, ырă пикенĕн курăнан. Емельк. † Нар пек чĕре шуралнипе пике пек туçсăм сивĕнчĕ. Бур. † Хĕрне илсе тухăпăр, пике туса кĕрĕпĕр. С. Тим. † Çакă ялăн хĕрĕсем тăра-а-ççĕ пике пек. Алших. † Алших хĕрĕ пике пек, икĕ пичĕ чие пек, тытса çиес çырла пек. Макс. Чăв. I, 65. Ырă пике пек аппăна епле ытарса хварăн-ши? Альш. † Элшеллийĕн хĕрĕсем Питĕрпурăн пикисем. Ib. Ун умĕнче (перед купăсçă, скрипачом) икĕ хĕр пике пек. СПВВ. ЕС. Пике — пит лайăх, илемлĕ, хитре сăнлă-сăпатлă хĕр. Ку сăмаха хĕрарăмсем пĕр пĕринпе тавлашнă чух: ман хĕрĕм пике те, теççĕ. СПВВ. † Яту çӳрет пикере. Н. Лебеж. Ай тетеçĕм, хуçаçăм, ай инкеçĕм пикеçĕм. N. † Пике тĕслĕ аннене тăхлачă туса лартрăмăр. Янтик. Ай-ай, эс пике пек ларан-çке, ик алла арăк çине хурса! Ĕçлес пулать пăртак, эс пике мар. N. Ак çапла каларĕ, тет: эпĕ — пике, ăçтан çав çавăрăнакан кăлтăрмач çинче пурăнăп, терĕ, тет. Зап. ВНО. Аван пусан, пикешĕн, усал пусан, хĕрхăншăн (для девья). Тăв. 59. Çапла пĕрмай йывăр ĕçре çитĕннĕ сатур, пике пек хĕр пулса тăна. N. † Эпир Питĕр пикен йăмăксем. СПВВ. Пике — почетное название девушек (как йĕкĕт для парней). Ib. † Пĕвĕмех илемлĕ, сăнăм хитре: пике-им? тесе ыйтаççĕ. Пазух. Çакă ялăн арăмсем ыр пикенĕн курăнаççĕ. Альш. Пике, кажется, употребляется в смысле «пукане». Ал. цв. 1. Тата çак хуçан пике пек виçĕ хĕрĕ пулнă. Ib. Эй хĕрĕмсем, савнă чунăмсем, чипер хĕрĕмсем, пикемсем. || Яз. имя женщ. Ялюха М., Демидов. Ск. и пред. 105. Пике ятлă хӳхĕм хĕр Ст. Чек. Пике (сказочное имя).

пикен

(пигэн, пиг'эн'), энергично приняться, браться, начинать, приступить к чему-либо. Баран. 42. Харпăр хăй ĕçне пикенет. Ib. 150. Славянсем патне пырса кĕрсен, вĕсем ĕçе ĕçлеме пит пикенсе тытăннă. Ib. 54. Анчах пикенсе тарнă хутран Тарас чарăнать те, сасартăк кăшкăрса ярать. Истор. Халех пикенер: хамăра хамăр хĕрхенес мар. ЧС. Манăн йăмăк вилнĕ сурăхшĕн пикенсе йĕрет (настойчиво, горько плачет). ЧП. Чипер инке пикенсе вăрçат-çке (настойчиво бранится). N. Акă пикенер те, вун пус хурса кĕнеке илме ярар. Бюртли-Шигали. Кулача çиме пикенеттĕмĕр. Ib. Ларсан-ларсан, вара пикенетчĕ юмăç пăхма. N. Икел шӳсе çитĕннĕ, çурăлнă, çĕрелле тымар янă, çӳлелле ӳсме пикеннĕ. N. Праçник кун хĕрарăмсем ирех çимĕç пĕçерме пикенеççĕ. Истор. Кун каçиччен виç хут чарăнса, виç хут çĕнĕрен пикене-пикене вăрçнă. Ib. Çав тĕлтен вырăссем хулана çĕмĕрсе кĕме пикеннĕ, анчах патша кĕме хушман. Ib. Вăрра пикеннĕ. N. Вĕсен ашшĕ вилме пикеннĕ (собрался), тет. Ст. Чек. Пикенсе ĕçлес, старательно работать. N. Вара тата пикенсе хывма тытăнаççĕ. Изамб. Т. Унтан вара пикенсех вырма каяççĕ (принимаются как следует). См. хыв. Четпути. Сысна çитерме пикенсен, сысна витине епле те пулсан таса тытма тăрăшас пулать. Ст. Шаймурз. Çиленсе пикенсе каят ачасене илмешкĕн. Кан. Аха, эс пирĕн укçапа сутă тума пикеннĕ иккен-ха, теме пуçларĕç. Юрк. Пикенсех кайса курам. СПВВ. Пикенмешкĕн тесе, пĕр-пĕр ĕçе пĕтĕм вăйпа тума тытăнсан калаççĕ. N. Тепĕр кун ирех тăчĕç те, каллех канав алтма пикенчĕç. Ст. Чек. Каç пулсан, арçури лаша çинчен анма пикенчĕ. N. Ĕçĕм çырли пуçтарса çӳрекен çынсем хыçĕнчен, юлашкине пухса çӳренĕ пек, пуринчен кайран эпĕ пикенсе тăрăшрăм. Янш.-Норв. Вĕсем (родители парня) вара урăх хĕр çинчен пĕртте шухăшламаççĕ, пĕр çавăн çине анчах пикенеççĕ (устремляют свои мысли). N. Халĕ лаша çинче вăрçма пикенетпĕр. Баран 80. Карнă парăсĕ малалла шума пулăшмасан та, унăн ураписем пикенсе малалла кусаççĕ.

пикентер

(-д-), понуд. ф. от гл. пикен. N. Эпĕ ăна ĕçлеме пикентертĕм.

пикенчĕклĕ

, с надеждой. N. Эпĕ кама юрататăп, çавсене питлетĕп, çавсене хĕн паратăп; çавăнпа ĕнтĕ пикенчĕклĕ пул, ӳкĕн.

пилле

благословлять. Сред. Юм. Альш. † Атте, анне, эсир пиллесен, эпир пин кунлăх, эсир пиллемесен, эпир çур кунлăх та çук. N. Тепĕр сукмакне пилленĕ хăпартусем чикет. Ст. Шаймурз. Анне пур таврари кӳршĕсене чĕнтерме хушрĕ. Вара эпĕ чĕнме кайрăм. Чĕнсе пухсан, анне пурне те пиллерĕ. Качал. Кĕçĕн ывăлĕ калат, тет: атте, мана пиллесе яр, эпĕ пичисене шырама каям, тесе. С.-Тим. Учитĕлĕн амăшĕ пĕр карчăка çуралнă ачана пиллеме хушрĕ (т. е. произнести ему разные добрые пожелания и наставления для будущего. Обряд ачана тирпейлени). Конст. чăв. Кукка: сана пиллесе калатăп, ачам, эсĕ Мухаммед тĕнне ан тух, терĕ. N. † Виллисем те пиллеччĕр, чĕррисем те савăнччăр. (Хĕр йĕри). ППТ. Пиллеччĕр или пиллеччĕр-çырлахчăр, — формула при поминании покойников и некоторых божеств (хĕрсут, кил-йышĕ, карта пуçĕ) в калăм кунĕ. Ib. Тавăрнас уммĕн пурте вут урлă: пиллеччĕр! çырлахччăр! тьфу, тьфу! чир-чăр вĕçтĕр! мана килес çула çак вăхăта çитмелле пултăр, пур хĕн-асапа çак вут çулăмĕ илсе кайтăр! тесе каласа каçаççĕ. (Çăпата çунтарни). Н. Седяк. Пиллес мар, çиленес Ир. Сывл. 14. Мана çамрăклах савса пиллерĕн. Урмай. Этеме савакан ыр турă! Акнă тырпул кăмăлне, çăмăрпала хĕвелне ху чысласа ху пилле Кучĕ хăмăш пек, тăрри пăрçа пек пысăк пулин, пар. (Моленье). || Завещать. Альш. Тата тепĕрне калакан шăпăр пиллесе хăварат. ЧП. Ах аттеçĕм те аннеçĕм, çӳç пĕрчинчен пиллинччĕ (пусть наделят меня скотиною. КС.). N. Акă манăн пĕр кĕреçе пур, сана çавна пиллетĕп. N. Ах аннеçĕм, мĕн пиллетĕн, аннеçĕм? — Кăкăру сĕтне пиллесем. Ах аттеçĕм, аттеçĕм, мĕн пилетĕн, аттеçĕм? — Çăкăрна-тăварна пиллесем. (Хĕр йĕри). Т. VI. II. Вара ывăлĕ амăшин кăкăрне: кăкăр сĕчĕ пилле, çавăр, тесе, чуп туса илет (салтак ăсатни). N. Çав çурă ят çĕре пиллени те çитет мана.

пилĕк

(пил'эк'), поясница, талия. N. Вăсам мана пилĕк таран çĕре авăтса кӳртсе лартрĕç. N. Унтан тĕпĕр кунне виççĕмĕш ывăлĕ каять, тет, вăл вара пилĕк таран çитерет, тет (где трава по пояс). Юрк. † Аллисенче перчетке, пилĕк çумĕнче нухайкка. Ib. † Пилĕк тытса ташланă чух, икĕ каччă курĕç-ши? Икĕ каччă курсассăн, кăчăк туртса илĕç-ши? и пр. Ib. Пилĕк таран пĕшкĕнсе тăраççĕ. N. Пур çĕрте те пилĕкне тăсмасăр, кунĕн-çĕрĕн ĕçлет. Сред. Юм. Тыр вырнă чохне, апат çисен, пилĕк тăсас тесе, пăртак выртса çывраççĕ. Шорк. Пилĕк чăсас, отдохнуть и закусить (во время жатвы к вечеру). Б. Яныши. Эпĕ йăпăр-япăр чупса кайрăм та, пилĕк таран çĕртен чупса пуртăм. Сёт-к. Хăрах аллине пилĕке тытнă, хăрах тотине чăснă, çăварне карнă (молочник). Якейк. Ачасам, пилĕк кантарма лармала та поль! (Каçхи апат çима ларнă чох мăн çынсенчен пĕри калать). Ib. Ах, пилĕк касать-çке! (Боль до родов у женщин). . Арăмсен ача тăвас умĕн пилĕк каса пуçлать. Ib. Арçынсен пилĕк ыратсан, кулса: сан пилĕк касать-и мĕн, теççĕ. Ib. Пилĕкне чĕн-пыççи çыхса пыр (опояшься). N. Пилĕк тытни, схватки у беременных. N. Пилĕк тытать, пилĕк касать (кас касать, тăтăш касмас). Пазух. Кăçал илнĕ çĕнĕ-çын, тырă вырма тăрсассăн: çурла касмасть, теминччĕ, пилĕке тытса тăминчĕ. N. † Хамăр ялин ачисем хут çыракан тиек пек, пилĕке тытса çӳреççĕ (подбоченившись). Альш. Пилĕкĕсене тытса тăрать, стоит фертом. Ib. Пилĕк тытат (потуги у женщин). Тайба-Т. Пире çырнă çын хĕрĕ пилĕк çинçе, куç хура. ЧП. Пилĕкĕ çинçе пултăр, тет. Ib. Çинçе те пилĕкçĕм... Альш. Йинкĕшĕ калат: пилĕкĕм питĕ, питĕм шурă, шывран тăрă., çипрен çинçе; питме намăс кӳрес çук. Ачач 5. Пилĕкне унне хытăран та хытă касма тапратать. Н. Лебеж. † Пилĕк килĕ Çирĕклĕ, пилĕкĕсене тытса юлчĕç. С. Тим. † Пилĕк тытса ташлама çут пиçиххи кирлĕччĕ. N. Пилĕк таран тайăлса йăлăнни. Собр. Туман тиха пилĕкне ан хуç, теççĕ. N. Туман тиханăн пилĕкне ан хуç, теççĕ. N. Хăшĕ пилĕк çумне хĕстереççĕ, хăшĕ хулпуççи урлă çакаççĕ. БАБ. Пилĕкне хытă çых, ăсна хытă тыт. (Ку сăмаха хĕрсене калаççĕ). Альш. Пилĕке арçынсем пысăклăх (пиçиххи, кушак) çыхаççĕ. Урож. год. Пилĕкне хытă çыхать, ăсне тирпейлĕ тытать. Калашн. 8. Ак хаяр çилĕлĕ патшана çапла пилĕкрен пуççапса Кирипей калать. N. Пилĕкрен тарăн юр çинчен кайрăмăр. || Каша. † Купăсăр çийĕ сарă иккен, пилĕкĕ тĕлĕ хура иккен. || Перешеек. Орау. Атăл çинче ик утă (остров) пĕр-пĕринпе пĕр шурлă çинче пилĕкпе пĕрлешсе тăраççĕ (оба острова соединены узким болотистым перешейком). || Участок земли. Мункачи 42.

пиллĕк

пилĕк (пил'л'э̆к), (эта форма ставится только в качестве определения) пять. N. Пилĕк çулта пиллĕк кĕтĕве кĕмен. N. Пиллĕкрен виçсĕмĕр анчах тăрса юлтăмăр. (Так говорится во многих местах). N. Çак сăмахсене илтсессĕн, эпĕ пит тăрăшма пуçларăм, вĕреннĕ чухне пиллĕкрен кая пулман. Изамб. Т. Пиллĕкех пăт кирлĕ. Регули 404. Çак пилĕк кона вăл ялан вăрманта çӳресе (порăнса). Календ. 1904. Кирек хăш ĕне те икĕ пăруран пуçласа пилĕк пăру амăшĕ пуличчен аван парать, унтан вара чакарать. Сред. Юм. Пилĕк сехетелле, пилĕк сехет таврашнелле (тĕлнелле), около пяти часов. Букв. 1904. Çĕнĕ пӳрт алăкне уçса ярсанах, пилĕк çухрăмри ту çинчи ял курăнатчĕ. Анне пирĕн: епле пурăнăпăр-ши, пĕр шалçасăр тухрăмăр, тесе йĕретчĕ. N. Пилĕк пус, пять копеек, пятак. N. Авăн пилĕк çапатпĕр.

пилни

неизв. сл. М. б. стекло? Пазух. Эх аттеçĕм, аттеçĕм! Кунтан эпĕ кайсассăн, пилни карăнтăк илсе ларт. Альш. † Эпĕ ларнă вырăна пилни карăнтăк илсе ларт.

пин

(пин'), тысяча. Ск. и пред. 107. Шыв пин те пĕр ункăлă пулать каять вĕресе. N. Пин те сакăрçĕр тăхăрвунă виççĕ. Тысяча восемьсот девяносто три; пин те сакăрçĕр тăхăрвун виççĕмĕш, тысяча восемьсот девяносто третий. Юрк. Пин те пĕр, 1001. Шел. 5. Пин те тăхăрçĕр çирĕм пилĕкре, ака уйăхĕн çирĕм пĕрĕнче. Собр. Пин, пин майрин пин саплăк, çĕрпӳ майрин çĕр саплăк. (Купăста). Зап. ВНО. Пин сăмах çитнĕ. (Поговорка). Якейк. † Çĕрри таран çĕр тенкĕ, пинни таран пин тенкĕ, пин тенкĕлĕх улăмран епле уйăрлса каям-ши. (Эту песню пела имевшая сына вдова, когда она вышла замуж вторично). Ст. Шаймурз. † Çаврака куркан тĕпĕ ылттăн, пирĕн савни пин ылттăн. Янтик. Пĕр çын тунине пин çын тытать. (Алăк тытхи). Рак. Пин-пин пичче пин халăха култарать; хурама хуппи хултăрчă хура халăха култарат. (Сăрнайпа купăс). Чăв. й. пур. 13°. Ашшĕне-амăшне йĕртекен пархатар курмас: ашшĕ-амăшĕ пиллесен, пин пулать; пиллемесен, кĕл пулать. Курм. Пине çиттĕр (о разговоре). Менча Ч. Савса панине савса ил, пĕртен пине çитер. (Моленье). Хора-к. Пĕр кона йолнă ĕç пин кона йолнă, тет. (Послов.). Ау 336°. † Ырă аттеçĕм, тетĕп, ырă аннеçĕм, сирĕн пĕр сăмахăр пин ылттăн. Янорс. Эпĕ çоралнă пин те сакăрçĕр тăхăрвун çулта. Сред. Юм. Эсĕ мана хуса çитесси пин те пичĕк çол. (Говорят дети, когда хотят показать, что никогда его другой не догонит). Н. Яха-к. Пĕр турамран пĕр пине çиттĕр, çаккăнпа ĕçсе çисе кайăр, выляса, ташласа кайăр, теççĕ (во время поминок на кладбище накануне семика). Т. II. Загадки. Пинĕн пин шăтăк, пирĕн Микулайăн пĕр шăтăк. (Пӳрнеске). Якейк. † Хора лаша çол тытать (опытная лошадь), пирĕн ати пин тытать. Ерк. 50. Атăл шывĕ ким çăтать, пирĕн атте пин тытать.

пир хӳри

суживающая часть основы за ниченками. МД. Çакă кайăк эпĕ тĕртекен пир хӳри çине ларса юрлатăр.

пирки

(-ги), по причине, из-за (послелог). Кон. Вăхăтра çумăрсем пулман пирки, купăстасем начартарах. Беседы. Хамăр ухмах пирки савăнăç вырăнне пысăк хуйхă тупса ларатпăр. Ыраш 6. Те ир пирки — çанталăк сивĕрех. N. Вăл вĕсем килес пирки кунĕн-çĕрĕн унта-кунта чупкаланă. Кратк. расск. 28. Çав суран пирки хулара пурăнма юраман ăна. Перев. Çапла вăл (медведь) хăй ăссăрлăх пиркипе ăшă тирĕпе тӳленĕ. Регули 1100. Он пирки (сан пирки) мана ватрăç. Бес. чув. 2. Вăл çакăн пек çул нумайĕшне сиен кăтартнине, кун пек çулта çын алли пирки нумай лаша пĕтнине лайăх пĕлнĕ. N. Шăннă пирки шăммăм-шаккăмсем чарăнмасăр сураççĕ. СЧУШ. Çапла вара упа хăйĕн ăссăрлăхĕ пиркишĕн ăшă тирĕпе сапланă. Кильд. † Ах, аттеçĕм, аттеçĕм, ăшлăтуллă алсăна ĕçкӳ пирки (= ĕçкĕне пула) çухатрăн. Чăвашсем 8. Çавăнпа вара чăвашсем ачасене ӳссен ятлаççĕ: сирĕн пиркĕр эпир юмăç патне кайса нумай тăккаланса пĕтрĕмĕр, теççĕ. Юрк. Укçа пирки пит хуйхăрса тăнă вăхăтра хай Миките Микулайĕ ывăлĕнчен çĕр тенкĕ укçа янă пирки хыпар илет. Ib. Санăн ĕçӳ пирки çӳре-çӳре атă пит çĕтĕлет, тет ку та, урăх нимĕн сăмах калама вăтанса. ТММ. Хырăму пирки çурăмсăр юлăн. Трень-к. Шкул хамăр ялта çук пирки, мана хут вĕренме аттесем «Чăкăра» еçсе (= леçсе) ячĕç. Эльбарус. Эпĕ çав çырманалла хыттăн ĕнесене хăваласа чопса аннă чохне, чăнкă пиркипе чикеленсе, йăваланса, çохăрса анчах çырма тĕпнелле анса карăм. N. Курнă асапсене тăван мар анне юратман пирки куртăм. Ядр. Эпĕ ыйхă пирки лашасем пăхма кайман та. Сред. Юм. Ним пирки те мар. Пахча çим. 2. Пирĕн ялсенче кил-çуртсене тĕрĕс лартман пиркипе пахчасене те çавăн пекех ăçта кирлĕ вырăнсене тăваймаççĕ. || Относительно, о, об. Кан. Çĕре пытарнинчен аванни пирки каламалли те çук. Пролей-Каша. Хир пиркинчен, в отношении земледелия (не мастера). N. Куç пирки, о глазах. Юрк. Çав ĕç пирки калаçса пăхсан... Орау. Çыру янă чухне çĕр пиркине те çырса ярăр.

писме

письмо (рус). Сред. Юм. N. Мĕн тума эсир писме ямастăр? N. Эпĕ киле писме çине хам корса килнĕренпе çапла кайла ним те яман. || Обыск (при церковном браке). Сред. Юм. Хĕр качча панă чôхне пĕр чирĕкрен тепĕр чирĕке писме олштарса параççĕ.

пиç

(пис'), свариваться, испечься. N. Çапла тусан, урнă йыттăн сĕлеки (слюна) пиçсе каять те, выльăх урмасть. Календ. 1906. Пиçи-пиçмен çăмарта. N. † Пиçи-пиçми çăмарта пит тутлă. Тайба-Т. † Пиçи-пиçми çăмарта тавай пĕçерсе çиер-и. Орау. Апатне пиçнĕ-пиçмен антарса çитараççĕ. Обед не доваривают, подают сырым. Собр. Вут хутмасăр çăккăр пиçмест (не испечется), ĕçлесе пиçмесĕр çурт-йĕр пулмасть, теççĕ. Сред. Юм. Эх, пиçмен пашалу (неспособный к делу), çавна та тăваймасăр, ватса пăрахрăн вит. || Калиться (на солнце). Туперккульос 36. Хĕвел çинче пиçеççĕ. || Кипеть, вскипеть. Ала 11. Самовар пиçсессĕн, каллех ĕçме-çиме пуçларĕç, тет. N. Пиçнĕ шу ĕçсе порăнăр! Пейте кипяченую воду. || Обвариться. Панклеи. Тилĕ опа çине тăккĕр ярчĕ (горячую похлебку), опа пиççĕр карĕ. Орау. Вĕрекен сăр хуранне ӳксе пиçсе кайнă. || Обжигаться. N. Ан пиç. Не обожгись. N. Пиçсе ан кай. || N. Çип пĕре хуса пиçимасан, ăна тепĕр хут хăваççĕ. Ib. Ман кăçал çип сап-сарă пиçрĕ. Ib. Сань пек пиçнĕ çип эп нихçан та корман. || Воспалиться (о глазах). N. Çак тăвансем мана аса килсен, йĕртĕм-ĕçке икĕ куçăм пиçиччен. ЧП. Йĕрсе куçĕ пиçет-ĕçке. N. Йĕре-йĕре пĕтĕм куçăм хĕрсе пиçсе кайрĕ. || Гореть со стыда, осрамиться. Якейк. Ман паян пит пиçрĕ. Эп паян намăс кортăм. || Преть (о теле). Орау. Ура пиçсе çӳресе пĕтĕмпе ашланса карĕ. Ib. Нумай утнипе ура пиçсе карĕ. Ib. Ура пурни пиçсе çӳрет (преют). О сохр. здор. Трахтирте тумтирпех ĕçсе-пиçсе лараççĕ. Изамб. Т. Ул акă пирĕн пек шăрăхра пиçсе тыр выртăр та, виç сăмах çырнăшăн ултă-çичĕ тенкĕ патăр. Полтава 91. Аран-аран лашисем сулкаланса утаççĕ, пиçсе çитнĕ ывăнса. || Прижигаться. О сохр. здор. Çапла тусан, вара ӳт те пиçет (при прижигании), унта лекнĕ сĕлеке те çунса каять. || Париться (о земле). Пахча çим. 3. Уйăх çуртан (после пахоты) курăксем тухаççĕ, çĕрĕ те чылай пиçет. || Запариться. Буинск. Йытă куçран çухалсан тин чупрăм, çапла чупа-чупа ăшша пиçрĕм (запарился). Кан. Пульницара, малтан чăвашла пелекен çынна тупаймасăр ăш пиçрĕ (измучился). || Загореть. || Трухлеть. Ирч-к. Пиçсе выртнă (летом дрова лежали в сыром месте и плохо колются). | Поспевать, созревать. N. Пиçнĕ-пиçмен (не совсем зрелые) çырла тутлă мар. Ой-к. † Пиçнĕ-пиçмен çĕмĕртшĕн çĕмĕрт тăрри хуçас мар; ялта чипер нумай пуль, чипер хыççăн каяс мар, чӳрече витĕр пăхас мар. Ёрдово. † Пиçнĕ çырла сăнăм пор, пĕр хоралать-и, пĕр шоралать-и, той илемне çав кӳрет. Альш. Çырласем пиçсе иртсе кайнă (перезрели). Ib. Хăва хутлăхĕнче ытти йĕпе курăксем. Пулат вăл лапсенче хура хурлăхан аври; çула, хурлăхан пиçсен, Элшелсем каяççĕ вăрмана хурлăхана. N. Пиçнĕ = пулнă, спелый. || Зреть (о хлебе). N. Тыр пиçсе çитсен, уя тухсан çăмăллăхне пар. (Моленье). Кан. Тыр пиçрĕ. Хлеб созрел. || Стать выносливым, закалиться. Чхĕйп. Çавăнпа вăлсам халĕ те, каласан, час ĕненмесĕр тăраççĕ, авалтампа хăйсĕн ирĕкнĕ туса пиçнĕскĕрсем. Бугурусл. † Ĕçпеле пиçнĕ пирĕн аппа (навыкла к делу. Свад. п.). N. Шыв çинчи карапа та ким тытса курман, шывпа çӳресе пиçмен çын аллине шанса памаççĕ. Изванк. Ĕрне (так!) эпĕ мур таврашне нумай курса пиçмен те, пирĕн ялта мур таврашне курса пиçнĕ çынсем халĕ те пурăнаççĕ-ха. Шел. П. 48. Ĕçпе пиçсе ӳсеççĕ. Cам. 77. Шăмшак пиçсе хĕрнипе карчăк анать умранах. Сред. Юм. Санран пиçет-и вара ô. Тебе ли это сделать.

пиçни-хуçни

явства? Юрк. † Алăкран кĕтĕм, çӳле пăхрăм, пиçни-хуçни эпĕ куртăм.

пиçсе кай

обвариться. Ядр. Эпĕ пиçсе кайни.

пиçи

(пиз'и), пояс. Ала ЗО°. † Хура чаппан кăмăлне хĕрлĕ пиçи эпĕ çыхрăм.

пит

(пит, пит'), очень; слишком. Истор. Выльăх-чĕрлĕх пит йышлă усранă. N. Масар пуçинĕн пит ĕçĕ нумай. Орау. Питех çияс килмеçт. Есть не очень хочется. Ib. Калаççĕ ăна, пит час-часах калаççĕ те. Туперккульос 14. Пит ачаш пулаççĕ, хăшĕ пит юнтарать (= йăлăнтарать), хăшĕ тата пит лăпкă, ăслă ача пулать. N. † Пĕрийомăн пусми пит пуставлă, атăсемпе пусса кĕтĕмĕр. Регули 1384. Вăлсен пит начарри çав анчах. Вăлсен пит начар çын çок. Ib. 1383. Мана пит кирлĕ. Питех кирлĕ мар халь. Ib. 1363. Пит тытаканах çок. N. Контан питех корăнмасть (= пит лайăхах корнмасть). КС. Пит чыс пурăнать вăл (аккуратно, чисто). С. Дув. † Хĕрĕ матур пулмасассăн, пит памаççĕ укçана. Ib. † Кăçалхи çул пăри пит пулчĕ, хĕвел тухăç енелле тайăлчĕ. N. † Аслă урам тăрăх çын пит çӳрет, эсир урам варринче ан тăрăр. ППТ. Питех çăмарта шутне тултармаллах мар пулсан (если не хватает), вара çăмарта çĕклекене парас çăмартана вăйçа параççĕ. (Сĕрен). Байгеева. Ама-çури анне манăн пит лайăхах марччĕ. Вăл мана, пĕр кăшт айăп пулсанах, е çаптаратчĕ, е çӳçрен туртатчĕ. Ачасемпе вылляма та питех ярасшăн марччĕ. Юрк. Эпир пит аякран килтĕмĕр. N. Çын, кĕтмен хутра пит ытла пыйтлансан, пӳкле вилĕмпе вилет. (Поверье). Якейк. Вăл япала питех те мар, эпĕ полсан она он чоль парса илес çок. В этой вещи особенного ничего нет, я бы за нее столько не дал. Хора-к. † Çакă ялăн хĕрĕсем ларасшăн та пырасшăн, питĕх пырас килет полсан, сорпан-масмак чиксе тох, уй-хапхине тохса тăр, хамăрах лартса кайăпăр. Сред. Юм. Пит палтăркка хĕр, девица нехорошего поведения. Ib. Ĕçлеме пит паттăр, сильный в работе. Ib. Пит ярăм хĕр тесе, вăрăм пӳ-çиллĕ, илемлĕ сăн-сăпатлă хĕре калаççе. Изамб. Т. Анчах юман пит ӳсет. СТИК. Ун патне пырса хăна пит пулас çук, питĕ хытă вĕт — тимĕр пăрçа. (Перестановка «пит» придает другой смысл этому выражению, а не оттеняет скупость этого лица). Вĕлле хурчĕ 4. Хăйне те питрех пăхаççĕ. О Японии. Çĕрле апат çинĕ вăхăт — питрех савăнăçлă вăхăт вара.

питле

шить рубцом. СТИК. Заплатить, пришить заплату. Сред. Юм. Ман кĕпе çôрăлнă, питлесе яран поль эсĕ çавна (пришьешь заплату). || Укорять, упрекать, уличать, обличать. Сред. Юм. Малтан сăмахласа çӳрет те, кайран: амма сăмах çӳрететĕн, тесе питлесе çӳрет тăта. Чăвашсем 10. Унăн пĕр-пĕр çемйи чирлесен, ун патне каят та, вăл вара ăна хирĕç питле пуçлат. Изамб. Т. Пĕр-пер çын кирлĕ маррине калаçсан, ăна питлеççĕ (укоряют). N. Усал çынна питлекен хăйне сиен тăвĕ. N. Эсир мана питлеме сăмахсем шыратăр. N. Тĕрĕс çын хĕрхенсе ятлатăр мана, питлетĕр мана. || Возражать. N. Ку сăмаха питлесе акă мĕн калап эпĕ сире: шултра вăрлăхран çĕрулми хунавĕ те (аври) шултра, парка пулать. || Заделать, забить, укрепить.

питĕ

(пидэ̆), очень; слишком, особенно. См. пит. НТЧ. Питĕ çиес килет, пĕр татăк çăкăр та пулин парса хăвар-ха. Кан. Питĕ каясчĕ-çке унпа ман. N. Питех уçах мар. N. Çĕре кирлĕ-кирлĕ мар курăк айĕнче сая яриччен, çав çимĕçсене аксан, питĕрех те усăлă пулĕччĕ. ТХКА 71. Пирĕн йытă сиснĕ те вĕсене, питĕ хытă вĕрнĕ. Собр. Сире питĕ мĕн кирлĕ? Чего особенно вам нужно. N. Савнă ульăма Николая питĕрен питĕ пысăк салам. Кан. Акнă сĕлĕ çуркунне питĕ пĕр тан хăпарчĕ. В. С. Разум. КЧП. Вара эпĕ питĕ, каясшăнран (или: каясшăн пулнăран) мана çул çитмесĕрех шкула ячĕç.

питĕр

(пидэ̆р), запирать. Регули 346. Эп хапхине питĕрсеттĕмччĕ, вăл кайлах уçрĕ. Баран. 25. Çавăнтах хапхасене те питĕрсе лартнă. Чăв. й. пур. 11. Унтан вара ашшĕ кĕлечĕсене питĕрсĕ тыта пуçларĕ. К.-Кушки. Пӳртне питĕрнĕ-питĕрмен хăварнă (хорошенько не заперли). || Затыкать. Панклеи. Сарай таврашĕнче мĕн пор шăтăк-çорăка питĕрсе пĕтертĕм. || Залепить. Шинар-б. Çапла вĕсем, чĕкеçсем, çерçие пылчăкпа питĕрсе лартнă. || Закрывать. N. Чăнах та ку çĕршыв темĕскерле, алăк пек, мăн Атăл çулне питĕрсе танă. || Обшивать. Шел. П. 11. Сухине те сухалать вăл (она), çипуçа та питĕрет. || Заметать. Шихраны. Улах çулĕ утма çул, тăман тухрĕ питĕрчĕ. Чăв. к. Суранлă тăман шăлат, çул питĕрет. ЧП. Пахча виттĕр эпĕ çул хыврăм, йăвăр тăмансем питĕрчĕç. N. † Анкарти урлă йĕр хыврăм, тарăн курăк питĕрчĕ.

Питĕр

(пидэ̆р), яз. имя мужч. Ст. Ганьк. || Назв. гор., Петербург. Алешк. Якейк. † Ыр-çын ячĕ ял çинче, пирĕн ятсам холара, холара та хот çинче, Питĕрпе Москав хошшинче. Ск. и пред. 49. Петĕр вĕсенĕн пуçлăхĕ унта, çав тăлăх йытта ӳстертĕмĕр те, халĕ хамăрах çыртма пуçларĕ. Çук, çыртаймĕ-ха, унтан пулас-и? Кăтартăп-ха эпĕ ăна пĕрре Питĕрпе Мускав хушшинчи çĕре.

Питти

имя мужч. Сред. Юм. || N. Хăш килте питти пулать те, вăл хай уçă çурейменскер, сĕрен пырсан: ачасем, манăн чир-чăра хулăпа çапса вĕçтерĕр-ха, эпĕ сире вара пурсра та пиллĕп, эсир те манăн çула çитмелле пулăр, тет. Ачасем ăна вара киревсĕр çапмаççĕ; пĕрре-и унта, иккĕ-и; пĕр-икĕ ача: çак папайран чир-чăр вĕçтĕр! тесе, çапса илеççĕ.

Питтăпаль

(-бал'), назв. селения Янашева, б. Тет. у. Изамб. Т. Анне Питтăпальне хăнана кайнăччĕ. Ib. Эпĕ Питтăпальсем.

пичетле

запечатывать, опечатать. N. Нӳхрепĕнче пичетленĕ пичĕки пур. Никит. † Эпĕ тухса кайсассăн, хĕрсене сăнчăрлаччăр, уллах пӳртне пичетлеччĕр. N. † Эпир тохса кайсассăн, олах пӳртне пичетлĕр, варлă хĕрне сăнчăрлăр. Орау. Пичетленĕ те, унтан вара уçман (библиотеку). О сохр. здор. Ун пек мунчара вут тухса каяс хуйхи çук, çавăнпа ăна нихçан та пичетлемесен те юрать. || Сделать отпечаток. КС. Юра алăпа пичетлерĕм (отпечаток сделал). || Забрушить. Турх. Пичетленĕ карас, забрушенный сот. || Печатать книги. См. пус, çап.

пичче

(пицц'э, пич'ч'э), старший брат отца, дядя по отцу. Его жена назыв. «нинне». СТИК., Городище. МПП. Пичче — мой, наш старший брат; мой, наш дядя (младший брат отца). Н. Карм. Пичче — аттин шăллĕ. СЧЧ. Аттепе пĕр тăван Лукка пичче (дядя Лука). N. Çырла çеçкин тĕпĕ ылттăн, теççĕ, манăн пиччен пĕр сăмаххи пĕр ылттăн. (Из письма). СЧ. Ĕлĕк, эпĕ пĕчĕкçĕ чухне, атте-аннесем Мирон ятлă аслă пиччене çырăва вĕренме панă. || Старший брат. Вомбу-к. Пичче, пичей (старший брат), пичи тесе туралла калаççĕ. СПВВ. ГЕ. Пичче = тете. Сред. Юм. Пиччунтан иртсе каяймăн (пĕчикрех ачасĕне пиччу хôшманине тăваймăн тессине калаççĕ). Ib. Асатте пиччĕшĕ те, шăлнĕ те пичче, ăсĕн арăмĕсĕм инке. Пĕчик ачасĕм, арçынни ватăрах полсан, папай теççĕ, хĕрарăмисĕне, патăрах полсан, эпи теççĕ. || Так обращаются к мужчинам старше себя. N. Хăйĕнчен ватă çынна курсан: эй пиччеçĕм-тăванăм (ятне калат), тет (невеста). Ст. Айб. Хăвăнтан ваттине: пичче, тесе кала, теççĕ. (Послов.). КАЯ. Анне мана лаша тăварнăшăн пиччене (не дядю, а постороннего) сăра ĕçтерме хушрĕ. Трхбл. Мишер пичче! В других случаях здесь слово пичче не употребляется.

пишеш

то же, что пилеш? ЙФН. Пишеш айĕн çул турăм, эпĕ пишеш çул туман, эпĕ сырлишĕн çул турăм.

пуклакла

поклакла, назв. игры. Сёт-к. Янтик. Пуклакла выляс. Вăйă ку ак çапла: пĕри те пуса пĕр-пĕр муклашкана урипе тапса ыттисен урисене лектермелле. Çапла тапса çӳренĕ чухне ăна ыттисем каçанĕнчен чышаççĕ. Кама та пуса ураран муклашкапа лектерсен, вара çав тапса çӳрет. Ку вăя пысăккисем те выляççĕ. Пуринчен ытла çăварнире. Чуратч. Ц. Эпĕ пĕре çулла урама тухрăм та, хам юлташсене пуклакла выллянине курса, вĕсем патнелле карăм.

Пукрав

назв. нраздника, Покров. Альш. Пукрав ярмăнкки те тесе тăмаççĕ, тӳррех Пукрав теççĕ. «Пукрава каяс», Пукравра çапла илтĕмĕр, çапла куртăмăр, теççĕ. Ib. Эрнипе ĕçеççĕ çапла Пукрава (не Пукравра). Ib. Тыррине хиртен пуçтарса кĕнĕ çĕре Пукравĕ çитет. N. Пукрав виç эрне тенĕ чух, за три недели до Покрова. СТИК. Кăçал çĕрулмие час кăлараймарăмăр, Пукравах юлчĕ (остался до Покрова). N. Эпĕ сан ора хуçăлнине Покрав виç эрне тенĕ чохне тин пĕлнĕ. Трхбл. Пукрав кунĕ кукăль пĕçереççĕ, ăна Пукрав кукли теççĕ. Абаш. Покрав чох килтĕм. || Назв. иконы. Альш.

пул

пол, быть существовать, делаться, совершаться, становиться, превратиться. Регули. 579. Ку япала полмасчĕ паян, эп она турăм. Ib. 582. Полман (туман) полсан, кирлĕ мар. Ib. 89. Вăл ĕç поласси такçан полать. N. † Ырă çын ывăлĕ-хĕрĕ пулам-и, ырă çын умне тăрса юрлам-и. С. Мокш. † Сăвăрсан тулă пулмастăп-ши? Шухăшласан ырă çын ачи пулмастăп-ши? Сред. Юм. Каç полса килет. День клонится к вечеру. Ib. Каç полса пырать. Ib. Санран та япала пôлаймарĕ ĕнтĕ. И из тебя ничего путного не вышло. Ст. Шаймурз. † Пирĕн аттен турă лаши, çула тухсан пырас пек. Ib. Шурăлă-кăваклă килет — çăвайинччĕ шурă юр пулса, калпакне тăхăнса хĕр пулса, килейинччĕ савнă тус пулса. Якейк. † Полас, полас, поласах, çак ял кĕрӳш поласах, полас мар-тăк, порнас мар, çак ял хĕрпе калаçас мар N. † Е пулайăп, е пулаймăп, сире урăх кураймăп. N. Никамăн та унта пăр пулман, вĕсен пулнă. Кругом ни у кого не было льда, а у них был. N. Пушă пулмарĕ, тата нумай хăваласа тухнă пулăттăм! N. Унта шыв пулмалла. Кан. Ара ку хамăр сурăх пулмаре вĕт! Пĕтрĕмĕр!.. N. Паян çăмăр пулĕ тен. Сегодня пожалуй будет дождь. Виçĕ пус. 22. Вĕсен чечекĕ лĕпĕш майлă пулнă пирки лĕпĕшкурăксем теççĕ. Ib. Нумайĕшĕ тата вĕсенчен вăрăм тымарлă пулать. Б.-Яуши. † Сиксе пырса чуп тума, инке чипер пулинччĕ. Кан. Кунта темиçе çĕр купа пулас утă сая кайса выртать. Сунт. Лисук пултăн-и-ха эсĕ? Паллаймарăм. Орау. Паян мĕн кун пулчĕ-ха, атсемĕр. N. Çырнă çырнах пултăр ĕнтĕ. Ау 294. † Çĕр-çырлисем ӳснĕ чухне тĕрлĕ курăка çавăрат, ĕмĕр пулсан çаврăнăпăр, хĕвел пек çутăлса. К.-Кушки. Кăвак лаша пулманни турă лашана вăй килет, тăван атте пулманни тăван аннене вăй килет. Собр. † Улача кĕпе пулас пулсан, тăхăнмăттăм эпĕ шурă кĕпе. N. † Кĕмĕл çĕрĕ пулĕ, пысăк пулмĕ, вăта пурнене чух юрĕ; пирĕн тăван пулĕ, пысăк пулмĕ, кĕреке умĕнче ют пулмĕ. Тим.-к. Окçини улах пулнă тет, варли пырса кĕнĕ, тет, шурă хĕрĕлли чашкипе мăйăр лартса панă, тет. Календ. 1903. Хăш чухне уйăх çĕрпе хĕвел хушшине пулать те, хĕвеле пиртен хуплать. N. Ах, эсĕ е сивĕ, е вĕри пулсанччĕ. Регули 268. Вăл онта полмин лайăхчĕ. Ib. 390. Эп тарçă полăп. Ку манăн полĕ. Ib. 393. Эп сумар пулăп. Эп пĕччен полăп онта. Ib. 398. Эс килтĕн он чох, вăлсам вăрманта полнă он чох. Ib. 571. Эп те вăлсампа онта полтăм. Ib. 397. Хăнча ман окçа полĕ, ончох кил. Ib. 678. Он чохне татни полĕ. Ib. 352. Он чохне татса хонă полĕ. Тогда уж будет нарублено и сложено. Ib. 353. Эс онта пырсассăн, пĕтернĕ полĕ. Когда ты туда придешь, (уже) будет кончено. Изамб. Т. Унтан е аллă, е утмăл пулĕ, теççĕ. N. Ман тĕлĕшрен пăртак та пулин кăмăллă пулăрах. Якейк. Э-эй, эс ĕçсех начарланса карн-çке (= кайрăн-çке), порнăçна пĕтертĕн-çке! — Полăпăрин тата. Сала 80°. † Вăштăр-вăштăр çил верет, карта айĕнчен вĕрет вăл; мăкăр-мăкăр сăмахсем, пирĕн çинчен пулать вăл. N. Сылтăм пит — çăмарти кĕçĕтни коласса полать. Цив. † Çӳлти акăш çуначĕ чухрах пулĕ пуласса; пире çырнă ачасем чухрах пулĕ пуласса. N. Сирĕн аçу-апу полĕ? || В качестве вспомог. гл. Юрк. Ку вырăн пулат-и? Разве это усадебное место? (т. е. это дрянное место и не годится для житья). Ib. Епле çук пулат?.. Пур! Кунта сĕтел çине килсе ларт, тет. Ib. Пĕр пусси кăна пур (только есть колодец на усадьбе). Шыва таçтан аякран тултармалла мар. Шыв пирки никампа вăрçма пулас çук пек туйăнат. В. С. Разум. КЧП. Хресчен пулмалла пулас пулсан, пире нумай çĕр ĕçлемелли япаласем кирлĕ пулать. Если нам придется крестьянствовать, то нужно будет приобрести немало земледельческих орудий. Регули 324. Он чохне эп килте çок полатăп (у др. килте пулмастăп). Ib. 394. Эс кам конта? — Эп тарçă полатăп конти. Тăв. 50. Вĕрентĕр, пирĕн пек суккăр пулнин ырри çук-çке. Коракыш. Вара арăм шухашланă: ку ахаль çын пулмарĕç (это не простой человек), тенĕ. В. С. Разум. КЧП. Вăл та ĕçлĕ пулса ларать. || Бывать. Баран. 133. Мĕнле шыв пулать. || Происходить. Баран. 134. Çил мĕнтен пулать? || Быть возможным, осуществиться, совершиться, приходиться. Юрк. Пулĕ те çав. Возможно, что это и так. В. С. Разум. КЧП. Пасар ытла пысăках мар, утса тухма пулех (пройти вполне возможно). N. Çук, пулмас пуль. (Отказ исполнить просьбу). N. Манăн сана курасси урăх те пулать, те пулаймасть. Регули 362. Онта ĕçме полĕ квас. Там можно будет попить квасу. Ib. 363. Ыттине тума полмĕ, кона тума полĕ. Прочего сделать нельзя, а это можно. N. † Çăварни çитмеç терĕмĕр: çитрĕ, полчĕ, иртрĕ поль, сисмесĕрех йолт(ă)мăр поль. Коракыш. Пулмаçтех (это невозможно)! тесе каларĕ, тет. Изамб. Т. Ачасем! капла пулмаст, эпир кĕтӳ йĕри-тавра саланар. N. Паян та кайса пулмарĕ (не пришлось итти). N. Санăн киле килмеле полмĕ-ши? Юрк. Карачăмĕ киле таврăнасшăн мар. Малашне те çапла вырăнтах слушит туса пурăнма пулат (возможно будет). Ib. † Шыв варринчи юпа çинче вĕçен-кайăк юрлат-çке. Элле пулас, элле пулмас, тутлă ăйхăм юлат-çке. Шугур. Мана вăл ялта ӳсме пулмарĕ (не пришлось). Ст. Чек. Ăна курса пулмарĕ (не пришлось). Ib. Эх, курса пулмарĕ ăна. N. Вăрман нумайччĕ, юпасем те килĕшсе çӳренĕччĕ, çурт тăвас тенĕччĕ, çĕвĕ вырăна куçса пулмарĕ иккен. Сред. Юм. Санран полать-и вара она тăвасси! Тебе ли это сделать! N. Окçасăр порăнма полать. Турх. † Çак тусăмсем умне пĕр тăрсассăн, куççӳл тăкăнмасăр пулаймĕ. Хурамал. Сиртен пулать-и! Вам ли это сделать. N. Касса хонă йоманне тĕнĕл тума полмарĕ. Орау. Мĕнле пурнас пулать апла? Как же это можно жить так? М. Чолл. Сантан илсе тухма пулаймас, хамăн кĕрес пуль. Орау. Вăл хута пама кăшт пулăшакан пулсан, илме пулать те, пулăшакан çук. || Иногда передается по-русски: быть нужным. Регули 373. Энер онăн килес полатчĕ. Ib. 1426. Онăн ир килес полатчĕ, вăл хальте çок. Ib. 374. Кона конта исе килес полмасчĕ, эсĕр конта исе килтĕр. Орау. Ман та паян чей ĕçмелле пулать (приходится пить чай). ЧС. Çынсем сĕт-турăх çийĕç ĕнтĕ, эпир вĕсен куçĕсенчен пăхас пулат (смотреть на них или просить у них). || Родиться. Юрк. Малтан авланнă ывăлийĕн ачисем те пула пуçлаççĕ. || Уродиться. Чхейп. Акнă тырă çине вăхăтра çăмăр çуса шӳтермесен, пулас тырах пулмаçть. ТХКА 85. Шураçăн, пулнă çулсем, тырă лайăх пулать. Альш. Утă пулнă çул питĕ аван пулать (там). Бюрганский. Вăл йăлана пăрахсан, пире пит йывăр пулмалла, теççĕ, — тырă-пулă пулми пулĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчемĕ (из рассказа о прошлом). || Поспевать. Якейк. Паломми полма пуçлать (начинает поспевать). Хурамал. Тулă пула пуçласан, тилĕпе упа кайнă тулă патне. Якейк. Ах, ман сӳс лайăх полнă. Он сӳсĕ полиман-ха. Ib. Сӳсе, полса çитсен, шура (= шывра) выртарма йорамаçть, çĕрсе каять. В. С. Разум. КЧП. Улмийĕсем йывăç çинчен пула-пула тăкăнаççĕ. N. Ыраш пулаймасан, пырăп-и тен; ыраш пулсан (если поспеет), пырасси пулмас. Баран. 154. Кунта ӳссе пулнă йĕтĕн пит хака çӳрет. || Зачитываться. N. Пĕр тенки тепĕр уйăхшăн пултăр. || Быть готовым. Орау. Пирĕн хуттăрсем пулнă-и? — Çук-ха, юнкуна тин пулаççĕ (будут готовы на среду, в среду). Ib. Пери-пĕри япала тӳрлетсе пĕтерсен, тепри ăна кĕтекенни: пулчи? тесе ыйтать. N. Вара мăн-кĕрӳ, виçĕ тапхăрччен кайса, çамрăксан (молодых) алăкĕнчен таккать, çапла каласа: пулчи? Тесе. Орау. Сăмавар пулман халь (не готов, не на столе). Ала 21. Иван, эсĕ пĕре те ан хăра, пĕр хăрамасăр вырт та çăвăр, эсĕ тăнă çĕре карап пулĕ (будет готов), тенĕ, тет. Йӳç. такăнт. 14. Ну, çитет сире паян! Чарăнăр!.. Карчăк, пулчи санăн? Ib. 15. Ман пулнă. Манăн пулчĕ. С.-Устье. Паян пулчĕ, ыран пулчĕ, туй тума вĕрем çитрĕ, тет. || Деваться. Халапсем. Манăн вара пурттăм ăçта пулчĕ (куда делся)? Н. Карм. Шăппăр таста пулнă (не знаю, куда, делась метла), урай шăлма; витере-тĕк (если в конюшне), илсе кил-ха. || Очутиться. Якейк. Пĕре ора шуса кайсанах, çырма тĕпĕнче полăн (полмалла). N. Хăйсем ялĕ таçта ту айне пулса, курăнми пулса юлат. || Казаться. N. Вĕсем мана пĕтĕмпех пĕлмен çынсем пек пулчĕç. || Оказаться. Абыз. Виç валем пек пуçĕ пулчĕ, улт купа пек кĕлетки пулч (у убитого змея). Регули 585. Ку лайăх полчĕ она. || Доставаться. Янтик. † Ах, йыснаçăм Якку пур, сана пулас хĕр марччĕ, такçтан телей çавăрчĕ. (Свад. п.). N. † Ир те пулат, каç та пулат, каçа хирĕç çил пулат; ик хура куç сана пулат, килсе курсан мĕн пулат. Лашм. Сан пекки мана тата пулĕ, ман пекки сана урăх пулас çук. Якейк. Ман виç тенкĕ окçа онах (санах) полчĕ. || Попасть в наказание. Якейк. Полчĕ ĕнтĕ коншăн мана. Достанется мне за это. Регули 587. Сана полатчĕ те, эс килимарăн. КС. Полать сана мантан! Попадет тебе от меня. || Удаваться. Ст. Айб. Выльăх-чĕрĕлĕх пăхмасăр пулмасть, теççĕ. (Послов.). N. Мункуна киле таврăнасшăнччĕ те, пулмарĕ (не удалось). Кубня. † Анкарти хыçĕнче тилĕ юртать, хуса кӳртсе пулмĕ-ши? Пулмарĕ пуль çав хуса кӳртесси (не удалось, видно). Ау 64°. Эх, пулмарĕ иккен! Не удалось! N. Сире курасси пулмасть пулĕ? (не удастся). || Сбыться. Чăв. й. пур. 19. Ăна çав ашшĕ калани чăнах пулнă (сбывалось над ним). || Случиться, совершиться. Актай. Ту-ту ула ут, çула пулса вилми ут, ту хăпарса ăвăнми ут. (Кăткă). Альш. Ывăлĕ хăранипе каласа хурать, тет, старастана улĕм мĕн пулмасса (сообщает на всякий случай старосте, предупреждая, кабы чего не случилось). Регули 590. Халь йăвăр çолсам полчĕç (килчĕç). Букв. 1904. Темĕн, ачам, пурте чăн-ши вара вăл унта, терĕ. Çак ялта акă иртнĕ хĕлле чăнах та пуласса та пулчĕ ун пекки. Юрк. Лешсем те темĕн пулчĕ-тĕр, тесе, хăраса пӳртрен хăшĕ турчăка, хăшĕ ухват йăтса тухса, ăна: сана мĕн пулчĕ? тесе ыйтса пĕлеççĕ. || Быть занятым. Алших. † Тек авăнпа пулас мар, паранкă кăлармасăр юлас мар. || Притворяться, делать вид. Панклеи. Ачу (сын твой) килнĕ çĕре эсĕ чирлĕ пулса вырт (притворись больною). N. Лешĕ мĕн те пулин вăрланă пулать. Тот делает вид, что украл (в игре). Регули 171. Эп те ĕçленĕ пек полам. Ib. 335. Эп тытнă полтăм. Ib. 336. Вăлсам çине кала, вăлсам тытнă полччĕр, эпĕр мар. Ib. 361. Эп çакна тума полам. Ib. 360. Конпа çирĕм лаша вăрланă полам. || Обещать, обязаться. Юрк. Унта çынсене хăйпе кĕрешме чĕнет, хăйне çĕнекен çынна çирĕм пилĕк тенкĕ тӳлеме пулат. Альш. Вăрçĕччĕ, вăрçма юрамаст, мĕшĕн тесен вĕсем варçмасса пулнă. N. Пама пулнă. || Хотеть. N. Каясшăн пулнă. М. Карач. Вĕренсе тухсан, эпĕ пит вĕренме каясшĕн пулнă, вĕрентекен те пит парасшĕнчĕ. Çамр. Хресч. Мĕн тĕрлĕ эпĕ сана ярасшăн пулмарăм, çапах та эсĕ мана итлемерĕн. Как ни старался я удержать тебя (дома), но ты меня не послушался. || Истопиться. Городище. Мунча пулнă. Баня истопилась. Сред. Юм. Мунча пôлнă. Баня истоплена, готова (можно итти париться). Ст. Семёнк. Кăмака пулнă. Печка прогорела. || Coire. Городище. Эп Ванюкпа пулман. || Употребляется в чувашизмах. П.-Сорм. Унччен те пулмарĕ, тет, тимĕрç-лаççи патне çитрĕ, тет, çав çĕленех. Йӳç. такăнт. 52. Эпĕ çитеччен те пулмарĕ (не успел я подоспеть), вăл тăвар кисиппипе янклаттарса та хучĕ. Ала. Çавă ача пӳрте кĕрсессĕнех, пушăтне пăрахаччен те пулман, ачана çапнă та ӳкернĕ. Юрк. Вăл эпĕ çапла каличчен те пулмарĕ, кĕнеке аллинчех тытса тăнă. Эпĕ ăна сăнаман та. Эпĕ çапла каласанах, вăл мана вулама кĕнеке пачĕ. Ib. Ăна пулсан, тăванĕсем, ял çыннисем, пурте начар çынсем пулнă. N. Эпир пулсан, пĕр пус та ярас çук. Мы на его месте не послали бы ни одной копейки. Якейк. Иван полса Иван мантан колать. На что Иван, и тот надо мною смеется. Сенчук. † Ай-хай куккамçăм, инкеçĕм, чăнах пулмалипе пулнă иккен. СТИК. Ĕнтĕ эсĕ ачупах пултăн! Ты там все возишься с ребенком! Ну уж ты спаслась там со своим ребенком. БАБ. Хайхи хушпусене: мĕн пулсан пулат (будь что будет), пытарса хутăм. Ib. Мĕн пулсан та пулат (что будет, то будет), эпĕ те юмăç каланă тăрăх туса пăхам-ха. Пшкрт. Мĕн полсан полат, тавай кĕрсе пăхăпăр. Хĕн-хур. Мĕн пулсан та пулĕ (что будет), сик: ура хуçăлнине тӳсĕн, вутра çунниех мар. Янш.-Норв. Хайхине, мĕн пулин пулат тесе, пĕтем вăйăмпа: уççах! тесе кăшкăрса ятăм (крикнул на волка, который крался к вутăш'у). Ib. Унăн пек хĕр эпĕ кун чуллĕ пулнăранпа та курман (очень хороша). Сред. Юм. Пиччĕш пôлмин, ашшĕ пôлтăр. Для меня не брат, будь хоть отец (все равно). Ала 12. Малалла вара ватă хуçанăн унпа пырасси-тăвасси пулман, тет. Толст. Санран çĕлесси пулмĕ. Не сумеешь шить. Шурăм-п. Мана: çакăнта лар-ха! тесси пулмарĕ. Сёт-к. Пĕр тапрансан полмĕ-ха вăл йоласси. Когда примемся за работу, то уж не будем оставаться дома (из-за незначительного дождя). N. Ырана валли çак стихотворение вĕреннĕ пултăр (вĕренсе хунă пултăр)! У меня, чтобы к завтрашнему дню выучить это стихотворение. Регули 1505. Эп хам тума пĕлместĕп полсан, вăл мана вĕренттĕрччĕ. Ib. 365. Çапла тăвăр, мана тытмалла полтăр. Ib. 442. Тытса полсан, исе кил. Ib. 443. Ман атти килнĕ полсан, сан пата ярăп. Ib. 448. Сумар полнă полин, мĕн ĕç? Ib. 457. Вăл корнă полсан, çиленнĕ полĕ. С.-Устье. Çавнашкал (такой-то) салтак килсен, укçа илнĕ ан пултăр (чтобы с него не брать). Альш. † Илтнĕ пулăр хĕр-çынсем: çулла каяс ан пулăр. Регули. 310. Эп онта порнатăп полсан, халь ман пата килĕччĕ. N. Порăннă полнă, тет, пĕр ялта пĕр карчăкпа старик. N. Санăн ачу вилмен пулнă, вăл сиве шăнса вилнĕ пек хытса кайнă пулнă, халĕ пӳртре ăшăнчĕ те, авă сывалчĕ.

пулайăсăм

хотел бы быть. Иов. 145. Ах, эпĕ ĕлĕкхи пек пулайăттăм-ччĕ (в рукоп. пулайăсамччĕ).

пулан

всякий, каждый, «бывающий». Альш. Пуланĕ патне те (ко всякому-то) тухма хăратăп эпĕ. Сред. Юм. Пôлан çынпа кăçта килĕштерсе пôрнан. Как с каждым уживешься мирно. Ib. Полан çĕре кăçта çӳрен, вăхăт çок вит. Ко всем как пойдешь, времени, ведь, нет. КС. Пулан ывăлах ашшĕсене хĕсеплемест çав. Ib. Вăл, ĕçе пулан çын тăваяс çук. Ib. Пулана çтан юрăн. N. Поланне те çтан парса çитерес. Кĕвĕсем. Пулан кайăксем те çывраççĕ, пĕр шăпчăк çеç калать сăввине. ЧП. Пулан ывăл-ача. Якейк. Полан çынна вăл ал памаçть (не здоровается за руку). Никит. Кушак пулан япалана чăрмаласассăн, тăман тухать. Туперккульос 24. Чир хăш енчен, хăш çынтан ерме пултарассине пулан чухне те пĕлме çук. N. Пуланĕ те хаклă. Всё дорого.

пулин

(пул'ин'), пусть, ну так что же? См. Оп. иссл. чув. cинт. II, 165. Регули 439. Вăл сумар полчĕ; полин, мĕскер тăвас. СТИК. Кайнă пулин вара... мана мĕн ĕç! Мне какое дело, пусть ушли. || Несмотря на то... хотя. Регули 1516. Хăва хоçа полин те, çаплах ĕçлет. Ib. 1500. Вăл пурмис полин те, эп онтан хăрамастăп. Б.-Яуши. † Кăвакарчăн кăвак та, чĕппи нумай, чĕппи нумай пулин те, ай, сĕчĕ çук. N. Хам пĕчĕккĕ пулин те, чăрмавăм пысăк пулайчĕ. Актай. Аçуна вĕлерчĕ пулин те, кайнă чух улма пулса ларăпăр, вĕсем, ăна çисе пăхсан, вилĕç, тесе каларĕç, тет. Якейк. Йăван полин Йăван çынтан колат. || Даже и... Торп-к. Хум-пуç калать тет: эсĕр уна та пулин (даже о такой малости) калатăр; эпĕ кĕсре куртăм, утмассерен тиха тăвать те, уна та пулин (даже о такой удивительной вещи) каламастăп. || Хотя бы. N. Вăл та пулин ан пăрахтăр. Менча Ч. Камăн хăйĕн аш-пăш, сăра тума хăмла-салат çукки сутăн та пулин илсе хатĕрлет (хоть купит да приготовит, т. е. хотя бы даже пришлось купить, а все-таки купит). Янтик. Салам ярса салам çитмесен, хăвăр та пулин килсе курсамăр. Ачач 71. Апла пулин те. || Кабы, если бы. СТИК. Эсĕ мана ăна каланă пулин, атту каламан мĕн туман, ыйтатăн (кабы ты говорил мне, тогда другое дело, а то чего приставать). || Урмай. Кучĕ (хлеба) хăмăш пек, тăрри пăрçа пек пысăк пулин пар. (Моленье). Т. VI, 25. Пĕсмĕлле, турăçăм-пӳлĕхçĕм, выльăх-чĕрлĕхшĕн те пулин çырлах; пĕр вĕçне картана, тепĕр вĕçне шыва пар. Кĕсре хыççăн тиха ертме пулин пар, сурăх хыççăн путек ертме пулин пар. || Иногда имеет то же значение, что пулсан. Альш. † Ăсатассăр пулин час ăсатăр: пусмăр çине тухса тĕсетĕр. Ib. Тырри пулин тырри, чăххи пулин чăххи, темĕн те пуçтаратчĕç, тет. || Из-за, ради. Ерк. 54. Мула пулин уйрăлчĕ ула утран Патерек — виçĕ тăван савăнчĕ ку лашашăн темĕн пек. || Часто входит в состав неопределенных местоимений и наречий. О сохр. здор. 20. Çавăн пек чирлĕ çынсенчен чир кирек мĕнле япалана та пулин çыпăçса ерсе юлать юлатех. || Что касается до... Ст. Шаймурз. Ашшĕ пулин, улпут пулса пурăнат, тет, ывăлĕ халĕ те патша пулса пурăнат, тет. (Сказка). Альш. Çуркунне пулин пĕтĕмпе яла шыв кĕрет. Ib. Ача-пăча çула пулин пĕрер кăкшăм ăман чавса кăларат та навус айĕнчен, каят эрттилпе Этремен хĕррине вăлта хыптарма.

пули-пулми

какой попало, зряшный. О сохр. здор. Унăн навусне те пули-пулми çĕре пăрахас пулмасть. Изванк. Çак пăтта пули-пулми çĕрте чӳклемеççĕ. Собр. Пули-пулми çынпа (с первым попавшимся) ан çыхлан, теççĕ. Альш. † Пирĕн аттепелен анненĕн ячĕ аслă: пули-пулми çынсем кĕреймест. Полтава 2. Вăл утăсем патне пули-пулми çынна пырса çӳреме пит хĕн. НАК. Çавăнпа чăвашсем пӳрт туртнă çĕре пули-пулми çынпа ача-пăчасене ярсах каймаççĕ. (Пӳрт туртни тесе çĕнĕ пӳрт тунă чухне мăк çине лартнине калаççĕ. Янбулат. † Поли-полми хĕрĕсем, çона çомне ан çыпçăр, çона сăрне яратăр (сотрёте краску). N. Пули-пулми çынна ху çуртна ан кӳрт. Орау. Ăна пули-пулми (п̚улми) апат çима хушман. Ему не велено есть без разбора (велено соблюдать диету). О сохр. здор. Пули-пулми апат çисе варвиттине ерет. || Незначительный, пустяшный, зряшный. Вино-яд. Ӳсĕр çын пули-пулми çăмăл чирпех те вилет. Бур. Пули-пулми сăмаха эпĕ илтмесен кам илтес! || Дрянной. N. Пули-пулми таваршăн укçа суса ан тухăр. || Чепуха, пустяк, ерунда. СПВВ. Пул; пули-пулми ан калаç.

пулĕ

(пул'э̆), возможно, пожалуй, вероятно. Ала. Евгений каланă: пулĕ, кунта пĕр маях килеççĕ те, пĕлместĕп, тенĕ, тет. Цив. Ухмах кукша кăмака çинче выртнă çĕрте пӳрте çунтарса ярать пулĕ ĕнтĕ (того гляди сожжет избу). Орау. Эпĕр: эсĕр пулĕ, тесе. Мы думали, что это вы. N. Пулĕ те пулĕ. Возможно, что это не так. Регули 455. Эс памастăн полĕ она. Якейк. Онта ват-çынсам та полĕ (возможно есть). ЧС. Пичче хурăнташсене чĕнсе килчĕ те, масар çине шăтăк алтма пĕр сакăр çын пулĕ ярчĕ. Ст. Чек. Вăл ачине шкула ярасшăн-ха пулĕ çав (вероятно). Сенчук. Эпĕ çавăн чух пер вуниккĕре пулĕччĕ çав. В то время мне, вероятно, было лет 12. Коракыш. Сана патша касатех пулĕ (наверно казнит. Сказка). Бес. чув. 4. Темĕн, эпĕ пĕлместĕп сана, эсĕ хĕнеместĕн те пулĕ (возможно, что ты и не бьешь), анчах ху лашуна хĕненине эсĕ пĕлместĕн. Регули 376. Манăн ыран ярас полĕ (пожалуй). Султангул. Чĕппи асне килет-ши? Килмесен те килмест пулĕ (возможно, что и не приходит на память), унăн чĕппи тата пур. Панклеи. Айта, Чип-чип вăрмана потрана кайăпăр, теççĕ (говорят они). — Халь пир тĕртеп, пыримастăп полĕ, тет (отвечает). Янш.-Норв. † Пахчи, пахчи пах улми, чи тăрринче сар улми, илсе каяс сасси пур; кайăçин те кайĕç пулĕ (возможно, что и унесут), пирĕн пахчара тата пур. Альш. Ачи каланă: сутнă пулсан сутнă пулĕ (продано так продано), каяп эппин эпĕ асатте патне, тенĕ. || Должно быть. N. † Каç пулать пулĕ тесе хăрамастăп, уйăх çути пулмин, çăлтăр пур. N. Чăтулăх пачĕ пулĕ. N. Вĕрентĕмĕр пулĕ. || Приблизительно. N. Çавăнпа Якур çаранне кашни çул, пĕр 3-4 хăлаç пулĕ, шыв çисе пăсса ишсе пырат. Хир-б. Çăмарта икĕ çĕр пулĕ (обозначает приблизительное число чего-нибудь), кĕрпе пĕр пăт пулĕ, çупала сĕт икĕ витре пулĕ.

пулса пурăн

быть в качестве (чего). Юрк. Эпĕ халĕ К. ятлă ялта учитĕл пулса пурăнатăп. Ib. Пирĕн чăваш çыннисем тахçан авал хальхи пек тĕттĕм çынсем пулса пурăнман (т. е. такими темными людьми).

пултар

(-дар), понуд. ф. от гл. пул. N. Шыв хĕрринчи йывăç хăй çимĕçне вăхăтра пултарать. Пир. Ял. Ир çĕртме туни тырра лайăх пултарать. Сред. Юм. Кайăк пăхĕ (птичий помет) тыр пит полтарать, тет. || Мять. СТИК. Пултараймĕ вăл. Не выздоровеет пожалуй. Сунт. Вăсенчен пĕри, Лисук ятлăскер, пит пултармалла хĕр пек курăнчĕ-ха мана. Юрк. Малашне, пурăна пуçласан, темĕн те тума пултарĕ. Актай. † Пултаратпăр — тухатпăр, пултарас çук — тухас çук, кăмака çинчен анас çук. N. Вăл килмесĕр пултараймасть. N. Киле каяççĕ. тет те, ашшĕне калат, тет: вăт ку пултарĕ, тесе калать, тет. Регули 550. Эп она исе килме полтаримарăм, ытла йăвăрччĕ. Ib. 549. Вăл çĕклеме полтарчĕ, эп полтаримарăм. Ib. 548. Тума полтарас çок эс. В. С. Разум. КЧП. Ыттисем ăна (Кĕслеçĕ Çимунне): аван выллярĕ, терĕç те, мана пĕртте пултарайман пек курăнчĕ. Вишн. 69. Аван шывпа усал шыва паллама кирек кам та пултарать. Б. Олг. Çирĕм сакăр çын ăшĕнче вăл мана корчĕ, эп ача полтармалла, эфлеттĕре орчĕ (назначил) мана. Шугур. Вара эпĕ пултараймарăм та, пурăнма хам çуралнă киле карăм. Юрк. Халиччен эпĕ çынна тĕтĕрмен те, тытăнсан тепле, пултарайăп-ши? (тет кулса). || Творить. N. Пур пултарнисем те юрлăр. Орау. Турă икĕ йăвăçа пултарнă, тет. (Сказка). Баран. 140. Вĕсем пурте пултарса пулнă япаласем (haec omnia creata sunt). || Истопить. Сред. Юм. Мунча хотса полтартăм. Баню истопил. Альш. Карчăк мунча хутма-каят та, часрах пултарса килет, тет. || КС. Пултарать вăл. Tam valido fruitur Priapo, ut mulieribus egregie satisfacere possit.

полхавăр

(-hа-), кутерьма, суматоха, смута, бунт. Сред. Юм. См. ăс. Паçăр пит пôлхавăр чôхне кортăм та эпĕ сана, сăмах та чĕнеймерĕм.

пуль

то же, что пулĕ. Кан. Кайса пăхан пуль Ib. Çул иртмен пулсан, кĕретчĕ те пуль тен (возможно, что...), пĕлме хĕн. N. Эпĕр унтан иртсе килтĕмĕр, вăл та кĕç çитет пуль. Орау. Каймаçть те пуль-ха вăл паян. N. † Кăвак кăвакарчăн вĕçсе пынă чух кунĕ-çĕрĕ тĕтрелĕ пулчĕ пуль. Имен. Эсĕ охмах поль, пар-ха, пирна ĕçлесе парам. Изамб. Т. Çапла çуртшăн тăрăшнăшăн турĕç пуль ăна. Ивановка. Ун чухне эпĕ прахут ятне пĕлмен те пуль те ха, анчах аттесем каланипе анчах çыратăп.

помпă

бомба. N. Помпă персе илнĕ çыру час çаврăнса килменрен пит хăранăччĕ эпĕ.

пур

в соединении с именами означает: каждый или весь. Кан. Пур çуртĕнче те (во всех домах) çитменлĕхсем куçа курăнаççĕ. N. Пирĕн енче пур тырă та акаççĕ. Баран. 93. Пурин кĕмĕлне те миххи çăварне хур. Шурăм-п. Пирĕн яла çитсессĕн: хĕрлĕ Кĕркури ăçта пурăнать, тесе, ыйтăр анчах сире пур ача та кăтартĕ. N. Ман ятăм ĕмĕр пĕтичченех унта пултăр, манăн куçăмсем, чĕрем пур кун та унта пултăр. Качал. Хĕр Йăван ăттине хыврĕ, тит те, виçĕ хут пур вăйран (изо всех сил) çапрĕ те, Йăван тăчĕ. Якейк. Килти пор çын та тола тохрĕ (но: не «çынсем»). Килти çынсем пор те тола тохрĕç (но: не «çын»). Тяптяево. Вот епле вĕсем пăкăр вăрмана çитрĕç, пăкăр вăрманта пăкăр çулчăсем, эпĕ пĕр çулчине татса илтĕм те, пур вăрманĕпе çулчăсем тăкăнма пуçларĕç. Завражн. С Е. хăй хорăнташĕсенчен пор çĕртен те иртерет. Регули 1005. Пор çынсам та конта. О сохр. здор. Тăпра ăшĕнче темĕн-те-пĕр çĕрме пултарать: пур ӳсекен курăк-улăм, пĕтĕм пахча-çимĕç, пур пăх-шăк вилĕ çĕре çăрăнса кĕреççĕ те, унта исленсе выртса çĕреççĕ. Синерь. Тепĕр пӳлĕмне кĕчĕ, тет те, унта уçса пăххăþ — ылтăн, тет, пур пури (= пурри) выртат, тет. N. Çак ĕçсене пурнех те туса пĕтерсен. N. Пуриннинчен те хаклă. Чув. пр. о пог. 13. Хĕвел тухăçĕ пур тĕслĕ пулсан, çăмăр çав кунех кĕтес пулать. Если при восходе солнца небо окрашивается во все цвета, нужно ждать в этот день дождя. Регули 1007. Пор тĕслĕ те туса пăхрам. || Всё. N. Мана пурне тума та ирĕк панă.

пур

слово, означающее существование, бытие, по-русски переводится: есть, имеется. См. Матер. 338. Регули 852. Он ончол тырă пор. Ib. 29. Онта ĕçме квас пор. Ib. 419. Ман окçа пор, манăн окçа номай пор, номай окçа пор. Ib. 416. Çавăн пак çынсан пор. Ib. 380. Ĕç пор чох эс тума çок, ĕç çок чох эс пор. Ib. 287. Вăл хăнасам портан килмерĕ (от того, что были гости). Ib. 420 Ĕнер çомăр порччĕ. Альш. Шăпчăксем авăтать, çĕр сайралать, епле тул çутăлми çĕрсем пур? М. Васильев. Карчăксĕм, маткасĕм — кĕшши йĕрекени те пор (некоторые плачут). О сохр. здор. Вăл (больной) хăй патĕнче çук çынсемпеле унта пур пек калаçать (в бреду). Сред. Юм. Чирлесе пôрнакан çынна ни ĕçлеймес, ним тумас, пôрĕ-çôкĕ пĕрех ôн, теççĕ (существует он или нет — безразлично). Тоскаево. Пур чухне пунеттей, çук чухне святой, теççĕ. (Стар. поговорка). Чăв. й. пур. ЗО. Пура салатса çука шырасси пит хĕн. Бюрг. Усал хаяр пире мĕн каламĕ çук сăмахсене пур туса (выдавая небылицу за истину). Коракыш. Сарма, эсĕ пур-и (ты здесь)? N. Ан вула кĕнекӳне, пирĕн урăх халап калаçмалли пур (нам нужно поговорить о другом), теççĕ. N. Ача калать, тет: çапăçу пур çинче кĕрешӳпе мĕн тăвас (раз есть возможность подраться, так зачем бороться), тесе калат, тет. Шурăм-п. Пĕвĕ пур — çĕмĕрт пек, пичĕ пур — чечек пек. СТИК. Калас, калас сăмах пур, сана питĕ каласа хăртăттăм та... Ib. Тăвас, тăвас ĕçсем пур (= питĕ кирлĕ, тумалли ĕçсем пур), çук, пушанаймастăн. Ст. Ганьк. † Калас, калас сăмах пур, кăмăлу юлас çĕрсем (места) пур; санăн кăмăлна хăвариччен, хамăн кăмăл юлайтăр. Кан. Мĕн çук япаланах пур тума тăрăшас. N. Тумтир пурскерĕн укçи те пур пулĕ. М. Тиуши. † Вуник кушак пур çинче (раз есть двенадцать кошек) пирĕн кашăк çăвас-и? Çĕнтерчĕ 9. Ах, мĕншĕн пур-ши эп! Мусирм. Анна пур, Иван пур (старинный оборот, встречающийся в народных песнях). Ib. Ай-хай тантăш Анна пур, çич ют кулли пулайчĕ. Ib. Çынсем хăнана çӳреççĕ, эсĕ пур (а ты) ниăçта çитме çук. Альш. † Ĕнтĕ пĕр аттемçем те аннемçем, сирĕнех те сывлăх пурринче кĕçĕн пуçма асла хураймăп. Юрк. Эсĕ пур-тăр, унта куллен кун манран çыру кĕтсе выртатăн пулĕ. Янтик. Тур пур (клянусь богом), эп санне нимĕскер те илмен (или: хĕвел пур, уйăх пур — клятва). ГТТ. Пĕри калать, тет: чăвашла çапла калаçма та пур-ши (неужели по-чувашски есть такие обороты)? тесе калать, тет. В. Олг. Аттин лаши пор çинче перĕн тойран йолас-и? Чаду-к. Тилĕ тус пур-ши, кума-пулма пырать-ши, тет. Ст. Айб. † Кăчăр-кăчăр çын çиет, пур çинчен мар, çук çинчен (не имея к тому оснований). || Имеющий достаток, зажиточный. N. Сыв пул та, пур пул, пуртан çука ан юл. ЧП. Пур çын ывăлĕ (сын богатого) мухтанать ашшĕ-амăшĕ пухнă мулĕпе. N. Сыв пулăр та, пур пулăр, пурте ман пек ан пулăр. (Стар. поговорка). Айдар. † Сывă пулăр, пур пулăр, пурте пирĕн пек ан пулăр. (Солд. п.). Сред. Юм. Пур çын кусси кăçта кусан. («По одежке протягивай ножки»). || Достаток, запас. N. † Ик каччине пăрахса, пĕр каччине тус турĕ, кĕпе турĕ, йĕм турĕ, çулталăка пур турĕ (сделала себе запас на целый год), ывăл турĕ, хĕр турĕ — ĕмĕрлĕхе йыш турĕ. Чăв. й. пур. 32. Кĕрӳшĕ хăй те пур çине пур тума пушкарайман. N. Хăй пур çине пур тăвас тесе пĕртте шухăшламан (не стремился к наживе). СПВВ. Пур çине пур тăвас. Регули 289. Çокпа çӳресси онта, порпа çӳреме лайăх. Орау. Пур чухне путене, çук чухне карăш. Пур чухне пылпа, çук чухне шывпа. || Жив. Юрк. Ашшĕ пур чухнех Карачăм шăллĕ патне хунчăкăш лашипе кайса пăхат. Ib. † Атте-анне пурри — кил илемĕ. N. † Атте-анне пурринче усал-хаяр çĕнеймест. П. Пинер. † Атте-анне пурринче мĕн шухăш пур çамăрăкăн пуçĕнче. Собр. † Аттепеле анне пурринче ырлăхраччĕ пирĕн çамрăк пуç. Çĕнтерчĕ 44. Вăл пур çинче (пока он жив) çын айне кĕмĕп-ха, çын хурĕ пулмăпăр (нас никто не обидит)! Хурамал. Патша пынă, хĕрин алăкĕ умне пырса чĕннĕ: хĕрĕм, эсĕ пур-и (жива ли ты), сана кам хăтарчĕ, епле хăтăлтăн? тенĕ. (Из сказки). М. Тиуши. Атте-анне пур çинчен пире тата мĕн кирлĕ.? Сунт. Атя! Вилмĕн халĕ эпĕ пурринче. || Можно. Нюш-к. Çавăнпа ку карчăк каланине ĕненме пур. Альш. Хĕлле кăна шурта çӳреме пур. Çула çулсем çинче пĕтĕмпе шыв. N. Сурана-юхана чăркаса çыхма пур. || С причастиями входит в состав особых чувашизмов. Орау. Вăл пӳлĕмре çывăрсан, ир вырăна йăтса тухнă чухне те, стаккансене перĕнçе ӳкерсе çĕмĕрес пур, унта выртмастăп та. В. Олг. Манăн коккăль туас пор. Мне надо испечь пироги. N. Ун пек çырас пор, пиçмо та çырас мар. Орау. Çимас пур (раз не хочешь есть), мĕн ларан сĕтел хушшине? Н. Сунар. Мĕн кĕтсе тăрасси пур тата? Ачач 73. Мĕн икĕ ĕмĕр пурăнас пур-им? Ау 181°. Эй ачам! тесе калат, тет, амăшĕ, — хăçан çитерес пур (накормишь), — тесе калат, тет. Толст. Ăна мĕн вĕтесси пур? Чего ее бить. Регули 71. Манăн ĕçлес пор. Ib. 377. Эп тăвас пор, эп килеттĕмччĕ. Ib. 378. Эс тăвас пор, сан килесчĕ. Кан. Мĕн хамăртан пухасси пур унта? СТИК. Мĕн ямалли пурччĕ çавăн патне çыру. Какая была надобность писать ему письмо! Напрасно написал. Сёп-к. Апла килти окçая пĕтерес пор, ма каяс ирĕкпе. ЧП. Чӳречĕрсем çинче виçĕ мерчен, хăçан ярăмланса тăни пур (бывают ли они когда нанизаны на нитку)? Тораево. Эпĕ ăна икĕçĕр тенке сутатăп, кам илекен пур? || Собр. Хĕрт-сурт вăл хăш пур киле кăмака умĕнче ватă карчăк пулса кĕнчеле авăрласа ларат, тет.

пур-çук

все, что имеется. Ала 55. Çапла эпĕ хăра-хăрах вĕсем патне мĕн пурне-çукне йăта (выносить) пуçларăм. N. Пура-çука та: атте, ку мĕн япала? тесе, ашшĕнчен ыйтса пĕлет. Сред. Юм. Пôр-çôк çинчен йăмахлать. Çамрăклах пôр-çôк çинчен пит шôкăшлакан çын порнăç тăвать, теççĕ. КС. Мĕн пура-çука (вещь, которая может привести к дурному) кирлĕ мар çĕртен пĕлесшĕн ан тăрăш. N. Вăл пурри çуккине те пĕлмен. Сред. Юм. Порĕ-çокĕ пĕрех. || Небольшая наличность, малость, минимальное количество. ТММ. Ялти чухăн хресченĕн пур-çук анине шуратса хăварма вăрлăхĕ çитмен. ||Скудость. Çĕнтерчĕ 9. Эпĕ пур-çукпа тарăхсах иртеретĕп пуль. Актай. † Пирĕн атти пуян мар, ни пуян мар, начар мар, пура-çука палăртмаçть. || Скудный. N. Пур-çук выльăх-чĕрлĕхне пăрахса.

пурăн

порăн (пуры̆н, поры̆н), жить, существовать, обитать, проживать. Орбаш. Мĕшĕн кунта пур çын та чул пулса пурнаççĕ (обращены в камень), мучи? тет. Ст. Шаймурз. † Пурăнас та мар çакă пурăнăçа, хамăр савнисене илес çук. НИП. Манăн чĕлхе, Шупашкарта нумай пурăнса, Шупашкар евелле кайнă пăртак. Сятра. Порнас текен порниман, тет, вилес текен вилимен, тет. Яргуньк. Унтан упапа шуйтан тухса тарсан, пӳрте кĕчĕ, тет те, халĕ те пулин хĕрпе икĕшĕ пурăна параççĕ (живут себе), тет. Тюрл. Маленьких забавляют, перебирая пальцы: — Епле пурăнас? — Пурăнăпăр-ха! — Кивçен илес? — Кивçен илсен, парса татасси. — Çиес те тарас! Альш. Темĕскерле вăл енчи çынсем тутарсем евĕрлĕ, мăкшă-ирçе манерлĕ пурăннăн туйăнатчĕ мана. Календ. 1993. Çапла ытлашши укçана кая-кая хурса, пĕр майлă пурăнакан çын та пайтах укçа пухма пултарать. Чет. Пути. Пирĕн асатте ĕмĕрне çапла пурăнса ирттернĕ. Эпĕ те çапла пурăнсанччĕ! тенĕ. Халапсем 31. Пурăнсан, юрать ĕнтĕ. Очень рад, что вы в добром здоровьи (ответ на приветствие). N. Халĕ те типĕ алăпах пурăнат. Она и до сих пор остается сухорукой. Кратк. расск. 18. Аçăр пурăнать-и сирĕн? тата тăванăрсем пур-и? тесе, тĕпченĕ вĕсенчен. Юрк. 24. Епле, Василий Васильевич, аван пурăнатна? N. Выльăхсем пурте пурнаççĕ, лашасем пурте пурнаççĕ. Орау. Эй, ухмах, пурăнчĕ-çке çав! Ах, как он роскошно жил! Регули 823. Эп конта пор(ăн) нăран та коримастăп она. Ib. 667. Вăл порăннă пӳрт çакă. Трхбл. «Пурăнатра?» — «Пурăнатпăр та, витĕр курăнатпăр" (Старая острота). ЧП. Пирĕн пек çамрăк, ай, ячисем пурăна киле ăс илеççĕ. ГРМ. Пурнан ĕмĕрте те (в жизни, на жизненном пути) миçе тĕрлĕ шутламалли ĕç те пулать. Кан. Ку хула ларнă вырăн шыв тĕлешĕнчен чухăн пурăнать (лишен воды). ЧС. Пурăннă кунăнта та (в течение твоей жизни) лайăх тумлантараймарăмăр пулсан та (тебя), ан ӳпкеле, ачам! (Плач матери о покойнике). Шибач. Конта, тет, пор-и тет, порăнакан? Здесь есть живущие? Пшкрт. Лайăк порнаттăр-и? — Лайăк халĕ, хусамăр лайăх-и? — Пер те (= эпĕр те) лайăх халь — Лайăк полсан, этлеме (= итлеме) те лайăк. Этем йăх. еп. пуç. кай. 102. Этемĕн пĕр йăхĕ аслашшĕсенчен упăтĕленсе пырса, пурăнма меслетленсе пынă, тепĕр йăхĕ этемленсе пынă. Юрк. Хулара пурăнсаттăм, хулари пурăнăç пит кансĕр пулчĕ. Орау. Мĕлле, аван пурнатри? — Пыратчĕ те-ха, ĕçĕ-халĕ ăнса пымарĕ-ха. N. Хурĕ калать: мана мăн шыв пулсан, пурнап эпĕ, тенĕ. Шемшер. † Ялта тӳрри порччĕ ман: мăн-çын пĕлесрен порăнмарăм. N. Эп ĕлĕк килте пурăннăрах чухне çил армансем çукчĕ. || Существовать, быть целым. Шел. П. 62. Çавăнпа ку япаласем çапла нумай пурăнаççĕ. Б. Олг. Ойăх порнат вăтăр кон. Вăл ик эрне толат, ик эрне çитсен катăлат, пĕчĕкленет. Хӳел пĕтме пĕлмест, порнат пер шотлах. КС. Эс унта кайсассăн, вăл пурнатне (-т'н'э), нурнмаçтне (-с'т'н'э) пĕлсе кил-ха. N. Ну, сывă пул, как-нипуть сывă пурăнмалла пул. || Обходиться. Кан. Пӳртре харпăр хăй алшăлипе пурăнаççĕ. || Находиться. N. Манăн пилет санра пурăнат-и? N. Йысни вăрçăрах порнать N. Вунă кун пурăнса тух. || Намереваться. Ск. и пред. 63. Тата çитменнине Кĕтерне те илесшĕн пурăннă тахăçантанпах. | Состоять (в должносги), служить. Н. Карм. Эпĕ халĕ хамăр ялта, Хурамалта учитĕлре пурăнатăп. N. Эс конта мĕн патĕнче порăнатăн? Орау. Ун панче порнат. У него служит. Баран. 83. Асли (старший) хуçа вырăнĕнче (за хозяина) пурăнать || Страдать (болезнью). N. Ĕслĕкпĕ порнап. N. Хам вар-виттипе пурăнатăп. || В чувашизмах. Якейк. † Ялти ыр хĕр пирн варличчĕ, порнас-илес тенĕ чох, тăрса йолчĕ — мĕн тăвас? N. Вĕсем пурте пурăнас-тăвас пулсан, хире нимĕнле тырă та акса илесси пулмĕччĕ || В качестве вспомог. гл. N. Вăл вĕт этем осалли, çынăн йоннеççе (= йонне ĕçсе) порнать. БАБ. Вăтăр çула çитичченех вăл утмасăр пурăннă (не мог ходить), тет. Трахома. Упăшки шăлакан алшăллипе арăмĕ те пĕр тиркемесĕр шăлса пурăннă N. Лаша эрне çухалса пурăнчĕ (пропадала неделю). Юрк. Кăпирнаттăр, пире кунта тĕрмере питĕ начар çитерçе пурăнаççĕ, тархашшăн авантарах çитерсе пурăнма хушса хăварсамччĕ. Ib. Чăвашсем ĕлĕкренпех выльăх-чĕрлĕхсем ӳстерсе пурăннă çынсем. Кан. Талăкра пĕрехçех сăвса пурăннă хыççăн, пĕр кунне сăвмасăр сиктермелле.

пурăнăç

пурнăç (пуры̆ны̆с, пурны̆с), жизнь. Изамб. Т. Кутăн кайнă пурăнăç. Сборн. по мед. Пурăнан пурăнăçра та çавах: пурăнăçа малалла ярам, тесен, шухăшлас, тăрăшас пулать. Ск. и пред. 103. Вара хайхи пурăнать, пурăнăç чулне (тяготы жизни) сĕтĕрет. N. Пурăнăçăн вĕçĕ çывăхарнине курсан... ЧП. Эпир пурăнатпăр пурăнăçа, пуçа мĕн килессе пĕлместĕпĕр. N. Иккĕшĕ пĕр-пĕринпе курăнăçса пурăнăç ыйтнă вĕсем. Ал. цв. 27. Ниăçтан та хирĕç чĕнӳ те, пурăнăç ыйту та, нимĕн те илтĕнмест. Трхбл. Пурăнăçу-масару! Чорт бы ее подрал, эту жизнь! Ст. Чек. Йăвашланн = пурăнăçĕпе çука ернĕ. Ib. Пурăнăçа ирттересчĕ. Ib. Пурăнăç умне татрăмăр (выбились из бедственного положения и даже несколько разбогатели). N. Кунтан кайнă чух, тулли пурăнăçпа тухса кайрăм эпĕ. N. Лайăх пурнăç тăвайрĕç-ши? Орау. Этемĕн пурнăçĕ: паян пур та, ыран çук. Ib. Пурнăç манăн пĕтĕмпех кутăна карĕ-ха (плоха). N. Пуян çынăн пурнăçĕ кĕпер урлă каçнă пек, начар çынăн пурнăçĕ тăвайккинчен хăпарнă пек. N. Ман порнăç питĕ осал, питĕ йăвăр, йĕп тăрăнчи порнăç пекех. N. Сан пурнăç мĕле, пăртак самай пик туйнать-и? N. Ман пурнăç ăнми пулчĕ: хам Хусантан килнĕ çĕре качака путекки вилсе выртрĕ. N. Пурнăç пекскерсем. N. Эсĕ ху та пĕлен манăн пурнăç йĕп çинчине. N. Вăл (она) только пурăнăçа юхтарса анчах пурнать (плохо). Ерк. 76. Çапла Урха килĕнче пурнăçсем шăваççĕ... Тăв. 18. Пĕри вăрмана, тепри армана кайсан, мĕнле пурнăç пулать. Чураль-к. † Кăмака çинчи сарă çыв, ирлимаç-çке, пĕтимаç-çке; хамăр ялти сар варлийĕ, мансăр пурнăç пурнимаç-çке. Сёт-к. Вăлчăр-вăшт! пирн порнăç çакки çи-и-нче! тесе каланă, тит. — Алă тони пак туса килет поль те-хе, титчĕç. Вара килсен сар кĕрĕксем ĕçлеттерĕччĕ. Ib. Пирн ялти Палли старик калатчĕ, тит: порнăç кокри — воник коккăр. Шибач. Атти, тет, пирĕн порнмалăх, тет, порнăç пор, тет. Неужели, тет, пире, тет, орăх çĕрте хĕр паракан полмĕ, тет. ЧС. Аçу-аннӳ сăмахне пăхмарăн ĕнтĕ, таçти ютă çын вĕрентнĕ пек пурăнса, ӳлĕм епле пурнăç тыткалăн-ха. Нюш-к. Кăсĕм питĕ тӳрленсе иккĕш те çамрăк вăйпа питĕ ĕçлесе пурнăç тăвса пăрахаççĕ (усиленно работают и делаются зажиточными). Якейк. Порçăн тоттăр порнăçăмччĕ, вĕçсе кайса çохаласран, апи илсе çыхинччĕ. Ой к. Асламас. Порнăç умне татрăм. Поправился. Ашшĕ-амăшне. Иван пурнăç ыйтсассăн, вăл ăна хирĕç каланă: атя, килех! хăна пулăн? тенĕ.

пус

, пос, давить, придавить, надавливать, нажимать, набивать. Шел. 98. Ирĕксĕр пусса выртма тытăнчĕç. N. Урине урапа пусса карĕ. N. Вăл çĕрĕк патаккине питĕ хытă пусма тапратрĕ. Альш. † Пусса-пусса ан кала (не играй сильно надавливая на лады), пуç ыратать, аттеçĕм; варрăн-варрăн ан кала, вар ыратать, аттеçĕм. Ib. † Пусма кĕпе пит пусать, хăмаç кĕпе пит усать. Ib. Старикки пĕр ывçă тăм илет те, çын кĕлетки туса кăмакана хурат, тет. Куçне тăхлан пусат (вдавливает), тет. Ст. Шаймурз. † Укалчаран тухсассăн, тăм кĕлетке тăвăпăр, куçне тăхлан пусăпăр, пилĕкне пурçин çыхăпăр. Н. Лебеж. Чавка чĕппи илнĕ чух виçсĕмĕре çыран пусрĕ (придавил обрушившийся берег). Чертаг. Хыт пôсса толтарнă. Ib. Пôса-пôса толтарнă (туго). Б. 13. Çĕнĕ кĕрĕк çĕлетрĕм, пусса тăхăна (регулярно, все время) пĕлмерĕм, ахалех çĕтĕлсе пĕтрĕ. Кан. Пусарчăксем çĕр мамăкне пусарах тиеме май параççĕ. N. Пусса хуман, наложено неплотно (вещество). Толст. Чăршă турачĕсем юр пуснипе (под тяжестью снега) усăна-усăна аннă. В. Олг. Ора айне кĕрсе каят, поссарас (= посса ярас) полат (как раз задавишь, котёнка). Сред. Юм. Хӳме ачана пôснă. Забор задавил ребенка. Ib. Хыта полнă-и, тесе, хăмла кипписĕне порне те посса пăхса тохрĕ. Батыр. Пĕр çынна кашни каç вопăр посма поçларĕ, тет. Орау. Урапа кустăрми сысна мăйĕ çинех çитсе пусрĕ. Ib. Çӳлти хутри мачча йăтăнса анса, аялти хутсенчи маччасене те пусса йăтăнтарса антарнă (или: пусса çĕмĕрсе антарнă). Ала 61. † Тăванçăм каяс патне те, ай, çитсессĕн, куçне пусса шăла та пуçларĕ. N. † Шерпетпеле питне çăваççĕ, шур пӳспеле пусса шăлаççĕ. N. † Питне куççулпе çăват, çаннипе пусса шăлать. Карсун. Чипер посса шăл (плотно вытирай). Бугульм. † Куççулĕпе пичĕсеве çăваççĕ, çанни вĕçĕсемпе пусса шăлаççĕ. Юрк. † Шурă акка пачĕ шурă тутăр, вĕри куççӳллисене пусса шăлма. Кан. Ăна (кулача) вăл вара ларса çимест, пур те курччăр тесе, ăрам тăрăх утса урлă пусса çыртса пырать. || Поглаживать (напр. брюшко). ТХКА 121. Шурă мăнтăр аллипе квапи тĕлне тытать те, йăл-йăл кулса савăнса, мăн хырăмне ик алпе вар пуснă пек сĕркелет || Ступать, переступать, наступать. Юрк. Хăваттиртен хаприке виççĕ ярса пуссан çитетен. ССО. Ярса пусмассерен çĕнĕ япала. На каждом шагу новости. N. Эпĕ ăçталла ярса пуснине искерсе (наблюдая) çӳретĕн. Альш. Пурте çывăрса кайсан, ку хĕр тăрат, тет те, çав каччи текенни çине пуссах тухса каят, тет. Алших. Çулçине татса ил те, урупа ун çине пус. N. Пĕрре слон çиленнĕ те, хăй хуçине урипе пуснă. N. Мăн кĕрнӳкерĕ çак такмакне каласа пĕтериччен, ытти туй халăхĕсем пурте мăн-кĕрнӳкер хыçĕнче умлă-хыçлă тăрса, тепĕр ура çине пусса, пуçĕсене пĕшкĕртсе, ташласа тăраççĕ. Сюгал-Яуш. Эпĕ, шыв хĕрне çитсен, нумайччен пусса çурерĕм. Ск. и пред. 103. Пĕр пуçĕнчен хыр каска тӳртне пусса кĕмешкĕн (вместо приступка или ступеньки). || В перен. зн. Никит. Михали пилĕке пуснă. Михаилу пошел пятый год. ТХКА 13. Ман ывăл ача кăçал кĕркунне вунă çул тултарчĕ, вунпĕр çула пусрĕ. Изамб. Т. Ватăлтăм ĕнтĕ, хĕрĕхе пусап та (старухой стала). N. Çавăнтан кайран тăватă кун иртсе пиллĕкĕмĕшне пуссан (на пятый год)... || Приклеивать. N. Прошенисене пусма илекен маркă укçине, тата урах та тӳрех пуçтарман укçана косвенный налог теççĕ. || Прикладывать. Скотолеч. 16. Урнă йытă çыртнă вырăна хăвăртрах тимĕр хĕртсе пусас пулать, е вĕри кĕлпе пусас пулать. N. Вăл (уж) сăхнă вырăна ĕмме те, тимĕр хĕртсе пусма та кирлĕ мар. Ой-к. Вара хай карчăка хĕртнĕ тимĕрпе чĕлхинчен пусрĕ те, çаклатса лартрĕ. || Приложить (ладонь). N. Аллине кăмака çумне пусса илчĕ. Приложил ладонь (лапу) к печке. N. Аллине тӳнĕ пур çине (на толченый мел) пусрĕ те, пĕрене çумне пусрĕ. || Приложить руку, подписаться. N. Ку хут çине алă пуснă. Эта бумага подписана. N. Çак укçана илтĕм, тесе, алă пуснă. || Покрывать. Трахома. Малтанах куç шăрçи çине кăвак йăлхах (пленка) пуса пуслать. N. Тар пусасран хăратăп, боюсь, чтобы не покрыл пот. Альш. † Кĕмĕлех те çĕрĕ пысăк пулмас, унăн куçĕсене тар пусмас Юрк. Вĕсем çине тăпра, тусан пуснă пирки, курăксем ешерсе ӳсеççĕ. N. Мĕскĕн тумтирĕ хутламĕсенче тусан пусни паллă мĕн. Ib. Хуйхăлă чĕрене çу пусмĕ. || Заносить (о снеге), завалить. N. Малтан тухса кайнă чухне пĕр çын çуртне пĕтĕмпе юр пусса кайнине (что завалило) курчĕ, тет. N. Пӳрте юр пусса (хупласа) илнĕ. || Одолевать. Альш. † Кĕркуннехи уçăма турă (гнедой) ут пусĕ малашне. Каша † Ай-хай тăванăмсем-çунатăмсем, çичĕ ют пусрĕ, тесе, ан калăр. Ачач 80. Выртатăн, выртатăн та, хĕвел ăшши пусса çитернĕрен, çавăнтах акă питĕ тутлă... тутлă ăйхăпа çывăрса каятăн. ГТТ. Этемме хĕвел пуснине, уйăх пуснине куратпăр. N. Улăп пусни. С.-Устье. Вара патша ывăлĕ калат: анчах пăхса лараттăмччĕ, ыйхă хытă пусса килчĕ те, çывăрса карăм, тет. Шурăм-п. Тумтире е ӳт-тир çине пыйтă пуссан, инкек пулать. Якейк. Ĕçе-ĕçе кăсене сăра пуса пуçларĕ (стали пьянеть). ГТТ. Килте хура кушак пулсассăн, хура чăхă пулсассăн, тăшман (враг) пусаймас, тет. Зап. ВНО. Анана арăм-ути пуснă (пусса кайнă). N. Пĕтĕм çырмана хăва пусса çĕнтернĕ. Сред. Юм. Мана паçăр ӳсĕр чистиех посса çитнĕччĕ, халь толта çӳрекелерĕм те, пăртак орăлтăм. N. Икĕ çырма хушшине çырла пусса çĕнтернĕ, ай люли; пирĕн ялсен хĕрсене, ай люли, укçа пусса çĕнтернĕ. N. Ун пек чух тирпей кирлĕ, унсăрăн чир чĕр те пусса илме пултарать. N. Карташне (кил-картине) пĕтĕмпе курăк пусса илнĕ. || Обмакнуть. Пшкрт. Юрк. Тиркĕ хĕрринчи пăттине кашăкпа ăсса илсе, çу куçне пусаççĕ, унтан çулă пăттине çăвара хыпса çиеççĕ. N. Посса пар, обмакни (это перо в чернила) и дай мне. || Употреблять насилие. ЧП. Тĕвик-тĕвик текерлĕк, тӳсе çиме юрамасть; ӳснĕ-ӳсмен хĕрсене пусса илме юрамасть. Ib. † Пулнă-пулман урпана пусса вырас ан пулăр. Изамб. Т. † Шав-шав урпа пулмасăрах пусса вырăс мар. || Нашивать. Альш. «Тевет» — умра вуншар, çирĕмшер пуслăх кĕмĕл икĕ ĕрет, тата шăрçа пуснă. Микушк. Ăна хăмачăпа пир çине пусса тăваççĕ. || Удерживать. N. Хыснашăн пусса юлакан укçа (объяснение косвенного налога). || Ставить. Чотай. † Ору айне покан пос, чавсу айне çытар хор; покан посан тийиса сохăр-вĕтрен ан полтăр. (Свад. п.). || Валять (сукно). Изамб. Т. Тĕртнĕ тăлана пусасçĕ. V. S. Çăмран пусса тунă япала. Сред. Юм. Тăла пôсать, чăх пôсать, ура пôсать. Ib. Пôсса çитет поль ĕнтĕ ко тăлана: кĕрессе те нăмай кĕнĕ, тачкаласса та тачкалнă. Пора перестать валять (толочь) сукно, ибо оно достаточно укоротилось и стало толстым. Баран. 162. Хĕрарăмсем... кошмасем пусаççĕ, палассем тĕртеççĕ. || Сидеть на чем, высиживать (о наседке). Тораево. Пĕр çын тĕрне çăмарти тупнă, тет те, ăна пусса ларать, тет. БАБ. Чăхă тавраш, хур-кăвакал тавраш пусма сивĕнсен, каллех пустăр, тесе, татах юман кăмпине тытăнаççĕ. ЧС. Сĕрен ачисем кĕнĕ çĕре, сакă çине кĕççесем, минтерсем сарса хураççĕ. Ăна, чăххи пусма лартăр тесе, сараççĕ. Бюрганский. Кăçал, тен, сан телейпе-и, чăхсем пит ырă пуса-пуса кăларчĕç. N. Пусма ларнă хур. Орау. Хăш-хăш кайăксем (шăнкăрч) пусма ларнă чухне, ами кайсан, ун вырăнне йăварра аçа ларать. Некоторые птицы насиживают гнезда попеременно (самец и самка). Якейк. Пирн виçĕ чăхă посса лараççĕ, темле пăрахтарас, шыва чикес поль. N. Чăх пусма ларнă. Орау. Хурсам пусма лара пуçларĕç (стали садиться), курнать. N. Курак ларать йăвара çăмартине пусса. || Настигать. ЧС. Вăрманта-мĕнте, çăмăр-мĕн пусас пулсан, йăвăç айне ан тăрăр. || Грабить. Пшкрт. Кĕлет ăшне хорак посса токса (подломали). || Крыть, топтать (о птицах). Орау., КС. Алтан чăхха пусать. Б. Олг. Атан чиппе (курицу) посать.

арпаштар

(арбаштар), permiscere, confundere; перемешать; aliquem alium esse, смешать, приводить в беспорядок. СТИК. Ан арнаштарcа яр-ха! Смотри, не перемешай (вещи). Ст. Чек. Пирĕн кăранташсене чистă арпаштарнă. Наши карандаши кто-то перемешал. Ib. Эп сана урăх çынпа арпаштартăм. Я смешал тебя с другим человеком, т. е. принял за другого человека. КС. Хур-кайăк ушкăнне хурчка арпаштарса ячĕ. Ястреб привел в беспорядок стаю диких гусей. Сир. Мs. 120. Вăл шыва чарать те, пĕтĕм çĕр типет, ăна уçса ярать те, шыв пĕтĕм çĕре арпаштарать (ubi in libro, typis descripto, «урăхлантарать» Iеgimus). Ст. Чек. Хамăр чей куркисене çынсеннипе ан арпаштар. Уйрăм хур, арпаштарăн. Не перемешай наших стаканов с чужими. Положи отдельно, перемешаешь. Ib. Хама тухнă утă купине-арпаштарас мар. Как бы не смешать мою копну сена с чужими. Сир. 261. Вара çав Вооз хурăнташĕ каланă: эпĕ ăна илейместĕп, хама тивĕçлине арпаштарас мар (пусть мое будет отдельно) тенĕ. || Permiscere (chartas lusorias), перетасовать. К.-Кушки. Карттă арпаштарас, смешать (или тасовать) карты.

арран-арран

(арран-арран), i. q. praec. v. Сред. Юм. Ах тõр, эпĕ паян сирĕн хыçран чупни!... арран-арран хуса çитрĕм! Боже мой! Ну и бежал же я сегодня за вами!... едва нагнал!

аса кил

(аза к̚ил’, аза к̚ил’), venire in mentem, приходить на память. БАБ. Хăшĕ малтан аса килет, çавна тăваççĕ. Что раньше придет на память, то и делают. Н. Изамб. † Ах, тăванам, пĕр чунăмçăм! асăнмăр-ши асăра килмен чух. Ах, мой родимый, ах моя душа! не вспомнишь-ли ты ненароком обо мне? Якейк. Тем чоль шохăшласан та, онăн ячĕ аса килмеçт. Сколько ни думал, а все его имя не приходит мне на ум. Ирч-к. Аса килмест. Не приходит на память, не вспоминается. Орау. Çавăнтах эпĕ вăл çынна таçта курни аса килсе карĕ. Вдруг («тут же») мне вспомнилось, что я где-то видел этого человека.

асăн

(азы̆н), reminisci, recordari, вспоминать, поминать, упоминать. Якейк. Эп виçĕм çол ĕçтернине кĕрӳ халь те асăнать. Ib. Мана онта кам асăнакан полĕ? Кто, поди, меня там вспоминает? (или вспомнит). N. † Кайăк хур каят картипе хăмăш кӳлне ясăнса. Ах, тетеçĕм (тетеçĕм)! эсир каятăр ушкăнпа, атте килне асăнса, эпĕ юлатăп пĕчченçи çичĕ-ют килне асăнса! Дикие гуси летят вереницей, памятуя об озере с камышом. Ах братец (братец)! Вы отправляетесь гурьбой, намятуя об отцовском доме, а я остаюсь одна в чужом доме, памятуя, что я теперь уже в чужом доме, чужая! Сред. Юм. Асăннипе самай пõлтăр. Пõр япалана каçта туса пĕтерен, кăшĕ тăта асăннипе самай пõлччăр. (Об иной вещи хорошо, если и поговоришь только). Череп. Асăннипе иртĕ. Пройдет упоминанием (т. е. дальше разговоров дело не пойдет). Янш.-Норв. Анне кăмăлĕ çемçе кăмăл: асăнсан та йĕрет, асăнмасан та йĕрет. У мамы мягкое сердце: она плачет и тогда, когда вспомнит, и тогда, когда не вспоминает (бессознательно). (Хĕр йĕрри, из плача невесты). Ст. Чек. Асăннă — ака кӳлнĕ, тет. Как вздумал, так и за плуг. (Послов.; говорится неодобрительно о том, кто вздумает о чем-нибудь и сейчас же захочет выполнать свое намерение, не соображаясь с обетоятельствами). N. Сана асăннипе ал тытатăп. Жму твою руку, вспоминая тебя. || Memoriam alicuius cum caritate usurpare, поминать добром. Ст. Чек. Пирĕн ял-йышсем халĕ те сана асăнаççĕ. Наши деревенские до сих пор вспоминают о тебе. || При перемене интонацои та же фраза может иметь и дурное значение («поминают лихом»)]. Ст. Чек. Эп сана манмăп, асăнăп мана кăпла телейлĕ тунăшăн. Ib. Икерчĕ пĕçерсен, пирĕн анне калаччĕ: асăнса килекен çисе кайтăр, курайман хапхумĕнчен (= хапха умĕнчен) çаврăнса кайтăр. Когда мать пекла блины, она (всегда) приговаривала: «Поминающий добром пусть приходит и поест (этих блинов), а ненавидящий пусть повернет от ворот назад и уйдет. Ст. Айб. † Ай-хай савнă тусăм, хура куçăм! асăнать-ши пире курасшăн? Милый черноглазый друг! есть ли у него (нее) желание, стремится ли он (она) повидаться с нами? || Iniquo animo recordari. Также поминать лихом. Т.-И.-Шем. Умăнта пултăр, сĕт кӳле пултăр; эпир асăнатпăр, эсир ан асăнăр. Да будет это (т. е. поминальные яства) перед тобою молочным озером; мы вас поминаем, а вы нас не поминайте лихом. (Из поминального обряда «автан сăри»). Байгл. Эпир сана асăнатпăр, эсĕ пире ан асăн. Мы тебя поминаем, а ты нас не поминай лихом. (Из «нумилкке юрри», поминальной песни). Fontes I, 12. Ибрахим кĕрсенех, Тĕнче-çăвар тăрса ларчĕ, тет те: тархашшăн ан вĕлер, Ибрагим! ӳлмĕрен эпĕ сана асăнмăп, эсĕ мана ан асăн, терĕ, тет. Как только Ибрагим вошел в избу, Всемирное Хайло встало, село и говорит: «Ради бога не убивай меня, Ибрагим! С этих пор ни я не буду поминать тебя лихом, ни ты меня не поминай!» || Nomine appeilare alqm. De sponsa dicitur, quae prodiens inchortem omnes, quos ipsa diligit, nominatim appeilare solet, flebilibus modis de sorte sua querens. Также говорится о невесте, когда она выходит на двор и причитает, упоминая имена любимых ею лиц и угощая их пивом. Эй при этом дают и деньги в ковш. Череп. Сред. Юм. Качча каякан хĕр асăнма, тõхнă. Невеста вышла на двор «поминать». Ib. Качча каякан хĕр мана асăнчĕ. Невеста «помянула» в причитании мое имя (и дала мне пива). N. Хĕрĕ те кама хирĕç пулать, кураканне-пĕр асăнса йĕрет. || Deos nominatim appellare (de iis dicitur, qui rei divinae operantur). Также благоговейно произносить имена божеств во время жертвоприношений и молений. N. Алă çусан калать: «турра асăнар!» тет. Вымыв руки, он говорит: «Помолимся богу»! («помянем бога»). Сиктер. Хура халăх асăнать çичĕ тĕслĕ тыррипе, ачи-пăчипе, чӳ-ӳк (т. е. чӳк, producta voce, протяжно) — çырлах! Честный (трудовой) народ поминает имя твое (т. е. божие) и вместе с своими детьми приносит тебе жертву семью родами хлеба. Ib. Хăй вара çĕлĕкне хул-хушшине хĕстерет те, çапла каласа кĕле тума «тытăнать: «пӳлехçĕ, çырлах (scr. пӳлĕхçĕ-çырлах), пуснă шурă вăкăрăмпа (scr. вăкрăмпа) чӳ-ӳк... (h. е. чӳк, producta voce, протяжно) çырлах. Килĕшпе, ачам-пăчампа, выльăхăм-чĕрлĕхĕмпе пӳлĕхçĕ, чӳ-ӳк, çырлах», тесе ӳксе пуççапать. Ун хыççăн пурте: «ырă чӳк-кĕлĕ пӳлĕхçĕ хапăл ил», тесе, ӳксе пуççапаççĕ. Асăнса ларса, çиеççĕ те, киле пуçтарăнса таврăнаççĕ. А сам кладет шапку свою под мышку и так молится: «Определитель, помилуй! С зарезанным белым быком, приняв жертву, помилуй. Со всем своим домом и с домочадцами, со всей скотной, молим тебя о помиловании». Товоря это, молящийся кладет земной поклон, а за ним и остальные поклоняются, говоря: «Определитель, прими святую жертву!» Потом, благоговейно, памятуя о божествах и произнося их имена, садятся и едят, а затем, собравшись, возвращаются домой. Чхĕйп. Вара пурне те асăнса (scr. ассăнса) пĕтерсен, юмăçне ĕçтерсе, укçа парса, усатса, лашана килне еçнĕ (и q. леçнĕ, scr. йĕçне). Вара ун хыççăн кил-хуçи, ăçта асăннă (scr. ассăнă), унта нухратсам пăрахса çӳренĕ. Потом, помянув всех, накормили жреца (юмăç) и проводили его домой на подводе. Затем после него хозяин дома, по тем местам, где обитают духи, упоминавшиеся в молитве, побросал нухраты. || Parentare, поминать покойников. Нюш-к. Авалхи çынсем ӳкçисе (= укçисене) хунă чухне: е çынна вĕлерсе, е лаша-мĕн пусса асăнса çиекен-çиç илтĕр çак укçана, тесе, хунă пулать вара. Старинные люди, когда зарывали свои деньги (клады), то заговаривали так: «Пусть доищется этих денег только тот, кто убьет человека или принесет с молитвой в жертву лошадь, вспоминая положившего (т. е. произнося: «умăнта пултăр») и имея ввиду сказанное им заклятие». Шихазаны. Анне каларĕ: Пĕрре кĕрсĕра каç (накануне осенних поминок) хамăр пăяхамсем патне ваттисене асăнма кайса килтĕмĕр.... Мать моя сказала: «Однажды, накануне осенних поминок, мы съездили к деверю (точнее: «в дом старшего брата моего мужа») на поминки. || Alqd faciendi consilium inire. Также вознамериться сделать что-либо. Такмак 2. Асăннă кун тухаймарăмăр, тухнă кун çитеймерĕмĕр. В тот день, когда мы хотели выехать, нам выехать не удалось; в тот день, когда мы выехали, нам доехать непришлось. || Polliceri, promittere. Также обещать что-либо. N. Çураçнă чух асăннă япаласене, пыла леççе параççĕ. Они привозят им мед и (вообще) те вещи, которые были обещаны при сватовстве. N. Кунта лаша илсе килеççĕ, çураçнă чухне асăннине. Тут приводят лошадь, обещанную при сватовстве. Требн. 81, 14. Вĕсене ху пама асăннине илме тивĕçлĕ тунă. || Vovere. Говорится о религиозном или суеверном обещании или обете. Ч. С. Вара аттесем: Митрие чĕрт, чĕртсен, чӳк тăвăпар, тесе асăна пуçларĕçĕ. Тогда мой родители стали давать обещание принести жертву, если он исцелит Дмитрия. Ib. Пĕр асăннăскер (у др. асăннăскере) тăвас пулĕ; пĕр асăнсан, тумасан, юракан мар. Раз дан обет (принести жертву), то, я думаю, надо его исполнить; иначе нельзя. Макка 224. Унпала та черĕлмесен, юмăç мĕн калать, çавна тума тытăнать. Напр., юмăç хушăть вĕсене если вăсем хăйсен киремечĕсене туса, т. е. чӳклесе, пĕтернĕ пулсан, пирĕн святой çĕрсене асăнма хушать. Çапла асăнса хурсан, вăхăт çитет кайма. Çав святой ячĕпе така пусать и т. д. Если больному не поможет и это, то он прибегает за советом к йомзе. Напр., если они уже принесли жертвы всем своим киреметям, то йомзя советует ему дать обет посетить наши святые места. После такого обета наступает время его выполнения. Он закалывает в жертву этому (sic!) святому барана и т. п. КС. Кил-ăш-чиккинче (к’ил’ы̆шч’ик’к’ин’џ̌э) пĕр-пĕр çын чирлесен, укçа асăнса хураççĕ. Если в семействе кто-нибудь захворает, то кладут на определенное место деньги, давая при этом обет купить на них свечку тому или другому божеству. Сред. Юм. Асăнса хõнă õкçа. Кĕлле аяккалла (Ишеке, Хõсан хыçне) каяппăр, тесе, асăнса õкçа илсе хõраççĕ, çавна çапла калаççĕ. Деньгами, отложенными с обещанием, называются деньги, которые откладывают куда-либо, давая обет сходить на дальнее богомолье, напр. в Ишаки или на Пустынь. СТИК. Асăнса пĕрене çурăкне укçа хутăм (с определенной религиозной целью, с назначением, с ожиданием чего-то). Ст. Чек. Пытарнă укçана епле шыраса алтса тупмалла? — Йăтă, така, кăвакал, ĕне, кулачă. — «Кам та кам, мана, асăнса, така (е урăх япала, мĕн каланă хăй) çимесĕр ан тупайтăр» (т. е. пусть только тот отыщет зарытый мною клад, кто съест назначенную мною вещь, помянув меня). N. Ăста асăннă, çавăнта нухратсам пăрахса çӳренĕ. Ходили и бросали нухратки там, где они дали обет (принести пожертвование). Изамб. Т. 28°. Масар çине шыв сапас, тесе, асăнсанах çумăр хăпарать. Не успел он высказать обещания полить водою кладбище (во время засухи), а уж собирается дождь. Ст. Чек. Микула кĕллине кайма асăнтăм та, куçăмсем тӳрленчĕç. Я дал обет сходить к Николаю (в Промзино), и глаза у меня поправились.

асăнтар

(азы̆ндар), in memoriam aiqs rei adducere, заставить вспоминать, поминать и т. п. Ч.П. Савни асăнтарать. Любимый(-ая) заставляет о себе вспомнить, не дает забыть о себе (как бы обладая какою-то особою силою). || Ulcisci iniuriam, vindi-care alqd. Также заставить вспомнить о нанесенном себе оскорблении, отомстить за оскорбление, за обиду и т. п. Рекеев., IV, 13. Эпĕ кăна манмăп, аçăнтарăп! Я этого не забуду и отомщу тебе! Ст. Чек. Эп сана, шуйттан пуçĕ, асăнтарăп-ха! Я тебе, чортова башка, припомню! (т. е. отомщу).

асран яр

(jар), oblivisci, забывать. Сред. Юм. Эс ытти ĕçе ĕçле те, тульккĕ (тул’к’к’э̆) хăвăнне те асран ярас пõлмас. Ты занимайся и прочими делами, но только не забывай и своего. Тăв. Ист. 16. Эпĕ хыçал енне таçта çитех шала кайрăм та, мал енне асран ятăм. Я углубился в запад настолько, что забыл о востоке.

асра-тĕсре

(т̚э̆э), raro, редко. Якейк. Эпĕ он патне асра-тĕсре анчах çӳретĕп. Я хожу к нему очень редко. Нюш-к. Вăрмана пушăт касма асра-тĕсре анчах каяп. Я редко хожу в лес рубить лыки. См. хутран-ситрен.

асту

(асту), meminisse, reminisci, animadvertere, notare, помнить, вспомнить, припомнить, замечать, обращать внимание. Шевле. Ăна халь хам та тĕлĕкри пек-çиç астăвап. Якейк. Эп халь ĕлĕк пĕре шăва кайнине астуса илтĕм. Ib. Йăван пĕчĕк чох пуçтарса çӳренине порте астăваççĕ. Все помнят, как Иван, когда был маленьким, ходил по-миру. Орау. Халь, астурăм ĕнтĕ! Теперь я припоминаю («припомнил»)! Ч.С. Тата нумай сăмахсем каларĕ те, анчах эпĕ пурне те астуса тăмаст (т. е. тăмастăп). Еще о многом говорил он, но я всего не припомню. Макка 206. Ку кĕллине малтан çырма астумарăм, уншăн ан çилен. Я забыл («не припомнил») написать эту молитву сначала; ты меня извини. Изамб. Т. 37. Ĕç патнелле çитнине астумаççĕ те (сисмеççĕ те). Они и не замечают, как наступает рабочая пора. Сред. Юм. Малтан карчăкпа старик ача мĕнле ӳснине лайăх астуса та пăхман. Сначала старик и старуха и не примечали хорошенько, как рос ребенок (т. е. не обращали внимания на его рост). Чăв. й пур. 37. Яхуть икĕ кунччен алтнă, Çимунĕ вăрттăн ялан астăвах тăнă. Ягуть рыл яму два дня; Семен все время, тайком, за ним наблюдал. N. Ас та туман. И не вспомнил; забыл, что надо было сделать. Ст. Чек. Эп, пырсан-пырсан, пĕр шăтăка кая патăм, ку çул çинче шăтăк пуррине ас та туман (или: астуман та). Шел, шел я, и вдруг провалился в яму: совершенно забыл, что на этой дороге есть яма. || Observare, custodire, curare, prospicere alicui, sustentare. Также присматривать за чем, охранять, оберегать, призревать, (кормить, одевать), оказывать поддержку. N. Пĕрре эпĕ вăрмана хуртсене астума кайрăм. Однажды я пошел в лес караулить пчел (пасеку). Псалт. 40, 2. Мĕскĕне, юрлă çынна астуса тăракан (призревающий) çын телейлĕ. Эпир. çур. çĕр шыв 21. Вармана икĕ хуралçă астăваççĕ. N. Алăксене астăвăр. Присматривайте за дверями, (чтобы кто не вошел или не вышел). СТИК. Лашасем астуса тăратпăр. Стережем лошадей (на кормёжке). Толст. Эппин ашака астуса тăр-ха. В таком случае пригляди за ослом. Альш. Леш лашисене астăвасшăн: каясса шухăшлать. Тот хочет посмотреть своих лошадей: собирается ехать. Актай. Амине тытса килтĕмĕр, хамăр уя ятăмăр; ирĕн те каçăн астăватпăр. Мы поймали самку (журавлиху), пустили ее в свое поле и присматриваем (чтобы не улетела, чтобы не задушил волк) и утром и вечером. Ст. Чек. Асту ачана, ан ӳктĕр. Следи за ребенком, чтобы он не упал. || Considerare, обдумать. Альш. Астăвăр унта, епле туйăнĕ. Посмотрите (обдумайте), как найдете сами удобным. (Здесь можно понять и в см. предостережения). || In imperativo positum significat cave, caveie. Пов. накл. этого глагола ставится при других повелительных в значении смотри,-те. Альш. Асту, никама та ан кала. Смотри, не говори никому. Ib. Астăвăр, шыва кайса ан вилĕр! Смотрите, не утоните! Орау. Асту, ан кай унта, хăна хĕнесе пĕтерĕç. Смотри, не хода туда, самого изобьют. Иногда употребл. в подобном же значении и вдругих случаях. Ст. Чек. Асту, вĕсем вĕт сана паллаççĕ. Смотри, ведь они тебя знают. N. Асту сана! Смотри, я тебе (задам)!

астукала

(астугала), verb, frequent, a praec. v. deriva-tum, учащ. ф. от асту, помнить кое-что; время от времени наблюдать; кое-как присматривать; время от времени оказывать поддержку; помогать так или сяк, то тем, то другим (ед. ч.). Ст. Чек. Эп авалхи юрăсене, хăшне-хăшне, халĕ те астукалап. Я до сих пор помню некоторые из старинных песен. Ib. Вăл халлапа пĕтĕмпех пĕлейместĕп, тĕлĕ-тĕлĕпе çапах та астукалап. Я всей этой сказки не помню, но кое-какие отрывки из нее остались у меня в памяти. Ib. Мĕн тума хур чĕппине хурчăкана тыттарса ятăн? Астуса тăмарăн пулĕ. — Астукаларăм, те! Почему ты дал ястребу унести гусенка? Ты, вероятно, не караулил. Лучше уж скажи, что ты плохо караулил! Ib. Эпĕ çамрăк чухнехисене хăшне-хăшне астукалатăп вĕт. Я ведь помню кое-что из того, что было в молодости. Ib. Эс ăна час-час астукала. Ты за ним почаще присматривай (с целью охраны или наблюдения). Орау. Ачана астукала-ха, ан ӳктĕр: эпĕ ăна сак çине лартса хăвартăм. Ты посмотри за ребенком, чтобы он не упал: я его посадила на нары. Ib. Тырра астукала-ха, чăхсем чавса, салатса ан пĕтерччĕр. Ты посмотри, чтобы куры не расшвыряли жита. Изамб. Т. 52. Çапла вара пĕр-пĕрне астукаласа, пулăшкаласа, аран хĕвел анна вăхăтра Пыр-Шывне çитрĕмĕр. Таким образом мы, время от времени помогая друг другу и присматривая друг за другом, еле-еле доехали на закате до д. Шумовки (Симб. у.). Якейк. Мари, эс ман хĕрсене те астукаласа лар, эп сана ыран чăкăт исе килсе парăп. Марья, ты и за моими дочками присматривай, я тебе (за это) завтра принесу сырца.

астуса пĕтер

запомнить, упомнить. Н. Шинкусы. Вăл тата нумай каларĕ те, эпĕ анчах пурне те астуса пĕтерейместĕп. Хотя он еще много говорил, но только я не все запомнил.

астăвасса

(асты̆васса), mea (tua, nostra) memoria, на (моей, твоей, его и пр.) памяти. Якейк. Эп астăвасса Карантăк варăнче çын çĕтсе каймалаччĕ; халь, шырасан та, пĕр йăвăç тымарри топас çок. На моей памяти в Карандыке (назв. оврага). мог заблудиться человек, а теперь, как ни ищи, не сыщешь ни одного корня. Ст. Чек. Эп (эпĕр) астăвасса вăл ĕç пулмарĕ. На моей (нашей) памяти этого не было. N. Эс (эсĕр, вăл, вĕсем) астăвасса кунта вăрман пурччĕ? Был ли здесь на твоей (вашей, его, их) памяти лес? Ч. С. Пирĕн ялта эпĕ астăвассах Пут ятлă çын кушил çĕклет. С тех пор, как я помню, в нашей деревне носит кошель человек по имени Пул. [Также говорят: эп астăвассăма (или: эпĕ астăвассăмра), эс астăвасса, вăл астăвасса, эпир астăвассăмăра]. СТИК. Эп астăвассăмах ватă та, ĕнтĕ эпир те ватăлса килетпĕр. (Он должен быть очень старым, так как) с тех самых пор, когда начинаются мои воспоминания, я знаю его уже стариком; да и сами мы уже становимся стариками. БАБ. Пирĕн ялта ĕлĕк эпĕ астăвассăмра, пĕр тукатмăш каррк пурăнатьчĕ. Прежде, на моей памяти, в нашей деревне жила одна старуха-колдунья.

ас

(ас), dissolute, libidinose, intemperate vivere coepisse; turpiter se gerere; lascivire, развратиться; безобразничать; вести распутную жизнь; шалить. Ст. Чек. Асат ухмаха ернĕ çын: юрлат, ташлат, кăшкăрат, туха-туха тарат. Сошедший с ума безобразничает: поет, пляшет, орет, выбегает (из дома). Кратк. расск. 8. Ак Содомпа Гоморра хули çыннисем пит асрĕç, темĕн тĕрле çылăха кĕчĕç. Смотрите, как жители городов Содома и Гоморры развратились и как они погрязли в грехах. Посл. 18, 4. Вĕсем çав ĕçре эсир хăйсемпе пĕрле асса çӳременрен сиртен тĕлĕнеççĕ те, çавăнпа сире хурлаççĕ те. Ст. Чек. Асаççĕ ку хĕрсем. Эти девки распутничают. Ib. Каччăсемпе аса-аса (или: алхаса-алхаса), ку хĕр пĕтĕленчĕ (забеременела). Ib. Хĕре, хĕр-арăма алхастаракан курăн парсан, вăл асат (у нее является возбуждение). Ст. Чек. Пуçĕнче асас шухăшпа (с развратными мыслями). Требн. 5029. Аскăн (лучше: аскăнлантаракан) юрăсем юрласа, ташласа, асса çӳреместĕн-и? (= не развратничаешь ли?) || Ст. Чек. Шуйттансем асаççĕ пулĕ ĕнтĕ кĕçĕр. Должно быть, сегодня вечером черти разозорничались. (Так говорят во время бури или бурана). БАБ. Вăл (пăсташ) тасатма пуçланă каçхине: чăхсам ларнă çĕре кайăр-ха, вĕçем кăтăклама чарăннă-и (scr. чарăнни)? Чарăнман пулсан, ĕçе тапратмăпăр, терĕ. Вăлсем кăтăклама шуйттансем асма чарăнмасăр (lege: тухмасăр) пăрахмаççĕ, терĕ. Атте чăхсана итлесе килчĕ те: кăтăклама пăрахнă, терĕ. — Апла пулсан, шуйттансем ачи-пăчипех асма тухнă пулĕ, акă эпĕ вĕсене час хам патма пухатăп, терĕ. В тот вечер, когда он начал очищать (дом от порчи), он сказал: «Ступайте ка туда, где (у вас) спдят куры, и послушайте: перестали они кудахтать или нет? Если нет, то мы подождем приниматься за работу. При этом он прибавил, что куры перестают кудахтать лишь тогда, когда черти выйдут безобразничать. Отец сходил, послушал кур и сказал, что они уже не кудахчут. Если это так, ответил тот, то, значит, черти уже вышли безобразничать вместе с детьми (точнее: не исключая и детей). Вот я сейчас соберу их к себе». Ст. Чек. Авă ĕнтĕ вăл аса пуçларĕ. Вон он уж начал озорничать. || Ч. С. Ачам, унта выртма кайсан, ан ас; унта асма юрамас, часах лăп-лап çакăнат. Если ты, дитя мое, поедешь туда на ночевое (ночное), то не шали; там шалить нельзя (т. к. там священное место), а то как раз пристанет болезнь. || Vexari, agitari, exagitari, быть обуреваему похотями или страстями. Канон. 42. Манăн ӳтĕм усаллăхпа асать, хаяр çулăмĕпе хĕрет; мана тӳрлет. || Latius serpere, latius saevire (de ulcere dicitur alioye eiusmodi malo), распространяться дальше (о наружной болезни). Тюрлем. Асса (= арасланса, сарăлса) карĕ, пӳр тортать, е ратать (= ыратать); час шăтать-и? тет. (Чирей) стал больше; собирается гной; болит. Может быть, скоро прорвется. Альш. Асса кайрĕ (чир). Сильно развилась (напр. болезнь. Ст. Чек. Кĕсен-çăпан асса каят, асат. Наружные болезни могут усилиться. || Etiam de incendiis dicitur, quae saepius prorumpere coeperunt. Также об участившихся пожарах. Альш. Ытла асат-ха вут; çĕне вут кăлармалла пулаттăр. Этот огонь что-то уж очень расшалился; пожалуй, надо добыть нового огня (посредством трения кусков дерева). || De procalla. О ветре. Зап. ВНО. Çил асрĕ. Vеntus saevire соepit. Разбушевался ветер. || In Venerem lascivire, coeundi cupiditate exerceri (de bestiis dic). О течке животных. СТИК. Ст. Чек. Йăтăсем кĕр енне асаççĕ. У собак бывает к осени течка. || Furere, insanire, бесноваться. Ст. Чек. Каçалапа эрек ĕçнĕ те, çĕр-хута асса çӳрерĕ. К вечеру напился, и пробесновался всю ночь.

асапатман

(из говора, где не выговаривают ш?), i. q. ашапатман. N. Эпĕ вĕрместĕп, эпĕ сурмастăп; çеçен хирте сĕм вăрман, сĕм вăрман варринче çавра кӳлĕ, çав кӳлĕре ылттăн çӳçлĕ, кĕмĕл шăллă Асапатман карчăк пур, — çав вĕрет, çав сурат. Я не дую, я не плюю: в диком поле дремучий лес; посреди дремучего леса круглое озеро; в круглом озере есть старуха Асапатман; она дует, она плюет. (Из наговора).

асла хур

и i. q. praec. v., то же, что асла хыв. Псалт. 130,1. Эй Турă, эпĕ кăмăлăма асла хумарăм, куçăма çӳлте тытмарăм. Якейк. Вăл хăйне итла (= ытла) асла хорать уш. Он уж очень горд.

аçа

(аз'а), mas, masculus, самец. N. Аçа кушак или кушак аçи, кот; аçа сысна или сысна аçи, боров; аçа йытă или йытă аçи, кобель; аçа кашкăр или кашкăр аçи, волк; аçа упа или упа аçи, медведь; аçа тăрна или тăрна аçи, журавль; аçа çĕлен или çĕлен аçи, змея самец; аçа шапа или шапа аçи, лягушка самец; аçа тараккан или тараккан аçи, таракан самец; аçа чечек, мужской цветок растения (неологизм). Ст. Чек. Сысна кĕтӳ пĕр аçасăр çӳрет. В свином стаде нет ни одного борова. Ib. Ку хур кĕтĕвĕ аçасăр. В этой гусиной стае нет гусака. В. Ив. Вăл хупăсен ăшĕнче чечекĕн икĕ чи кирлĕ япалисем лараççĕ: пĕри — аçа чечек, тепĕри — ама чечек. || Etiam de arboribus et herbis dicitur aliisque rebus, quibus neutrum genus est. Иногда слова «аçа» и «ама» ставятся при названиях растений и даже предметов неорганической природы, которые представляются имеющими те или другие признаки, как бы указывающие на пол. Что касается растений, то определения «аçа» или «ама», поставленные при их названиях, вовсе не указывают на их действительные половые отличия, рассматриваемые в ботанике, а только служат выражением общего впечатления, производимого на наблюдателя внешним видом растения. V. аçа каптăрма, аçа çăл, аçа хăмăш. Ст. Чек. Аçа пултăран — тăрăлă, вăрăлă; çулçи тăвăр. Ч. П. Анне ывăлĕ пулаччен, аçа пултăран пулас-мĕн. || Pater. Также означает отца. Сред. Юм. Аçа пĕр те, ама ăрасна. От одного отца, но от разных матерей («Отец один, матери разные»). Аттик. Суха-пуçне тавăрса, пĕр аçапа амаран пĕрех хĕр çуралнă хĕре тыттарчĕç. Перевернули соху и заставили держать ее девушку, которая была единственною дочерыо у своих родителей. (Из обряда «хĕр-сухи»). Ч.С. Тата аçаран пĕр ывăллă çынна мелке илсе пыртараççĕ. Кроме того, заставляют одного человека, единственного сына у своего отца, нести помело. (Из обряда «хĕр-аки»). Магн. 139. Пĕр аçаран-амаран хĕр таптатăп. Я, единственная дочь у отца-матери, топчу. Ст. Чек. Вĕсем пурте пĕр амаран пĕр аçаран, тет. Ib. Аçу, аçăвăн, аçăвă. || Fulminator. Также бог грома. Ч. С. Аттесем: çумăр çунă чухне çĕлĕке илсе сăх-сăхас пулмасть; çĕлĕке илсен, çӳç ăшне шуйттан кĕрсе ларать те, вара аçа çапса вĕлерет, тесе калатьчĕç. Родители говорили: «Когда идет дождь, не надо креститься, сняв шапку; если снимешь шапку, то в волосы залезет чорт, и тогда ударит гром и убьет». Ib. Чăвашсем аçа çапнине урăх тĕрлĕ шухăшлаççĕ, вĕсем: усал пĕр-пĕр çурта кĕрсен, турă вара, çав усала çапма хăтланса, çурта та тивертсе ярать, теççĕ; е пĕр-пĕр çын çумне çыпçăнсан, çапать, теççĕ. Тата çăмăр çунă чух хытă çӳреме каламаççĕ: хытă çӳресен, усал çыпçăнать, теççĕ. Чуваши обьясняют гром иначе; они утверждают, что если чорт спрячется в доме, то бог, желая поразить чорта, зажигает и самый дом. Также, по их мнению, он поражает и человека, к которому прильнет чорт (чтобы спастись от громового удара). Кроме того, они не советуют быстро ходить во время дождя, утверждая, что при быстрой ходьбе (к человеку) пристает, чорт. Б. Олг. Аçа çапсан, виç чалăша анса каят, теччĕ. Говорят, что при ударе молнии (громовая стрела) уходит в землю на три сажени. Шорк. Аçа çапас оммĕн çиçĕм хреçлĕ çиçет, теççĕ. Говорят, что перед ударом молнии молния сверкает крестообразно. Ч. С. Эпĕ, пĕчĕккĕскер, хăранипе нимĕн тăваймасăр, чӳрече патĕнче сăх-сăхса лараттăм; анне: чӳрече патĕнче ан лар, ачам! аслати авăтса, çиçĕм çиçнĕ чух чӳрече патĕнче ларсан, аçа çапса вĕлерет, терĕ. Я, будучи маленьким, не знал от страха, что делать, — сидел у окна и крестился. Мать сказала мне: «Не сиди, дитя мое, у окна! Если будешь сидеть у окна в то время, когда гремит гром и сверкает молния, то убьет громом». Собр., Козм. Аçа аçатнă (v. аçат) чухне хура çӳçлĕ çын çӳресен, аçа çапат, тет. Говорят, что если человек с черными волосами, (брюнет) будет ходить во время грома (по улице), то его убьет громом. Н. Карм. Аçа-çуррине аçа çаптăр, ама-çуррине амак çаптăр. (Авалхи ваттисен сăмахĕ). Ст. Чек. Аçа-турă пулĕ. Питушк. Ырă уяр аçи çаптăр она! тет. Торă чохлатăрах она! тет. Он (проклинающий) говорит: «Пусть его разразит громом в совсем ведряную погоду! Пусть накажет его Бог». Н. Карм. Аçа, çаптăр. Чтобы громом разразило! (Проклятие, брань). Ib. И, аçа çапманă (сапманй) пуçна! Чтобы тебя громом разразило! V. Оп. чув. синт. I, 417. Питушк. Аçа çăпасскер! Чтобы тебя (его, ее) громом разразило!

аçалă амалă

(аз’алы̆-амалы̆), 1) qui habet parentes, имеющий родителей; 2) mas et femina, самец и самка; З) parentes, родители. ЧП. Аçалă-амалă хур чĕппи. Гусенок, у которого есть отец и мать. Ib. Аçалă-амалă ывăл-хĕр. Дети, у которых есть родители. Ст. Чек. Аçалă-амалă калаçса лараççĕ. Сидят отец с матерью и разговаривают. Ib. Аçалă-амалă кăларчĕ. N. Ылттăн кăвакалсем аçалă-амалă килчĕç, тет. Прилетели, говорит, золотые утки — селезень и утка. К.-Кушки. Эпĕ паян аçалă-амалă кăркка илтĕм. Сегодня я купил индюка и индейку (пырина и пырку). Ib. Пирĕн кушак аçалă-амалах пур. У нас есть и кот и кошка.

атăл кайни

(к̚аjνиы), glaciei aquae impetu propulsae motus, quae Rha flumine vehitur medio vere. Ледоход на Волге. В. Олг. Атăл кайнă чох. Во время волжского ледохода. Ст. Чек. Атăл каяс умĕн, эпĕ перре Хусана исвуспа карăм. Перед вскрытием Волги, я однажды поехал в Казань с кладью.

атте

(аттэ, ат'т'э), pater meus, мой отец. V. Аçу, Ашшĕ. Аттем, мой отец; аттемĕр, pater noster, наш отец. См. ати, атти. Сред. Юм. Атте вилчĕ — така пуç йõлчĕ, анне вилчĕ — хушпу йõлчĕ. Умер отец — осталась баранья голова (потому что голова барана достается на обеде старшему), умерла мать — осталось хушпу (головное украшение, увешанное монетами). (Поговорка, указывающая на безразличное отношение детей к родителям). Образцы 114. Хурамаран пĕкĕ авакана çӳлĕ кĕлет умне лартасчĕ: пире çăкăр-тăвар паракана атте кĕрекине лартасчĕ. Того, кто гнет дуги из вяза посадить-бы на верхний помост двухьярусного амбара; того, кто делит с нами хлеб и соль, посадить бы у батюшки за гостиный стол. Сред. Юм. Çавна тăвас пõлмасан, аттен ачи эп ан полам. Если я этого не сделаю, то пусть я не буду детищем своего отца! Так говорят в том случае, если вполне уверены, что сделают то, о чем идет речь. Ст. Чек. Пирĕн аттесем пĕр мар. У нас отец не один (мы от разных отцов). Сборн. мол. Эй çӳлти аттемĕр. Pater noster, qui es in caelis. СТИК. Пирĕн аттемĕрсем кăчуне пире пит хытă тыткала пуçларĕç. Наши отцы теперь стали держать нас строго. || In carminibus nuptialibus ita appellatur pater sponsae? Также называют отца невесты в свадебных песнях? Образцы. || Etiam socerum significare potest, h. e. mariti aut uxoris patrem. Иногда означает свекра или тестя. Ч.С. Инкесем пĕр çĕре тăчĕç те: эй мăнтарăн аттийĕ! Хаччен усал сăмах каламанччĕ, — ӳкĕрĕ (ӳгэ̆рэ̆, media vocali correpta; i. q. ӳкрĕ)-вилчĕ, мĕн тăвас!... Снохи сошлись все вместе и голосили: «Бедненький наш батюшка! До сих пор никогда не слыхали мы от него плохого слова!... Не стало его, — что нам делать!» Актай. † Симĕс шăрçа çип тиркет. Ай атте те, ай апи! эпĕ сан хĕрне тиркес çук. (Ĕçкĕ юрри).

атте-анне

parentes mei (nostri), мои (наши) родители. Хау. † Пире атте-анне пĕр турă. Отец и мать для нас — бог (здесь указывается на высокое значение родателей для детей). Сенчук. † Атте-анне çинче курнă ырлăх каяйинччĕ ĕмĕр тăршшăне! (i. q. тăршшĕне). О, если бы благоденствие продолжалось всю жизнь! СТИК. Атте-анне пур чухне кирек кама та пурăнма аван. Всякому хорошо жить, пока у него есть родители. (Здесь говорящий включает и себя). N. † Пĕвĕрех илемлĕ, сăнăр хитре, пан-улмисене çисе ӳснĕрен мар, ашшĕ-амăшĕ çинче ӳснĕрен. Красив ваш стан и пригоже ваше лицо, — не потому, что вы росли, питаясь садовыми яблоками, а потому, что вы выросли при отце и матери. Альш. † Аттерен-аннерен пĕрех ача, куçăхмасăр ӳснĕ эпĕ. N. Санăн аçу-анӳ пур-и? У тебя живы отец и мать? Сказки и пред. чув. 86. Атте-анна хăй хĕрне юратçа-çеç ӳстерет. Хĕртен арăм пулсассăн, ват упăшка кӳлешет. Тупрĕ пуян упăшка атте-анне хăй хĕрне, анчах унта мĕн усси — юратмасан пĕр-пĕрне? || Quoties separatim utrumque eorum significare volumus, dicimus аттепе анне. Вместо «атте-анне» ставят «аттепе анне» в том случае, когда принимается во внимание индивидуальность каждого из них. N. Эпĕ сирĕнпе пĕрле пымастăп. Кам юлать кунта? Аттепе анне хăй тĕлĕн, ватăскер, мĕн тăва пĕлĕ ву? Я с вами не пойду. Кто здесь останется? Что будут делать старые родители одни? Ст. Чек. Аттепе анне вилчĕç. Отец и мать умерли. Ib. Атте-анне вилчĕ. Мои родители умерли. Ib. Аттепе анне икĕш те вилчĕç. Мать и отец оба померли. Сказать: «атте-анне икĕш те вилчĕç» — нельзя. || Huius v. praedicatum fere singulari numero dici solet, sin autem аттепе анне dictum est, plurali. Сказуемое при «атте-анне» ставится в ед. ч. Ст. Чек. Атте-анне киле юлчĕ. Мои отец и мать остались дома. Ib. Аттепе анне вилчĕç. Родители мои умерли.

ача

(аζ’а, аџ̌а; Пшкрт, Писмянка ача), infans, parvulus; puer; puella; virguncula; adolescens, adolescentulus, iuvenis, дитя, ребенок; мальчик; девочка; парень, юноша; девушка. Зап. ВНО. Амăшĕ пулсан, ачи пулать. Орау. Йăван арăмĕ ачи хыçĕнчен тасалнă ĕнтĕ. Жена Ивана уже оправилась после (ребенка) родов. Н. Седяк. Ача çуралсан, кăвапине касаççĕ. Ывăл ача пулсан, кăвапине çĕçĕпе е пуртăпа касаççĕ: çĕçĕ пек çивĕчĕ пултăр! теççĕ. Кăвапине пуртă çине хурса, çĕçĕпе касаççĕ, ак çапла каласа: ĕçе хавас пултăр! Икĕ тĕрлĕ калаççĕ. Примеч. Хĕр-арăм çăмăлланаймасан: упăшкине йăвăр, усал сăмах каланă пулĕ, теççĕ. Çавăнпа арăмĕ урлă упăшкине виçĕ хут каçараççĕ. Упăшки: унăн çылăхне каçаратăп, тет. Ача çуралсанах, çăварне çу хыптараççĕ. Ачана тĕне кӳртсен, пăртак пурăнсан, ача чăкăчĕ чӳклеççĕ. Чӳклессине пĕр-пĕр чухне ĕçсе-çисе ларнă чух чӳклеççĕ. Сĕтел çине çăкăр, ун çине пĕтĕм чăкăт хураççĕ. Унтан, ура çине тăрса чӳклесен, çăкăрĕпе чăкăтне вакласа, валеççе параççĕ. — Ĕмĕрлĕ пултăр, кунлă-çуллă, пултăр! теççĕ. Пĕр-пĕр çыннăн ача çуралсан: çĕнĕ кайăк çуралнă, теççĕ. Унтан тата ыйтаççĕ: ылттăн-и, кĕмĕл-и? теççĕ. Ылттăн — ывăл ача, кĕмĕл — хĕр-ача. Пин тенкĕ, теççĕ, çĕр тенкĕ. Когда родится ребенок, ему обрезывают пупок. Если родился мальчик, то пупок обрезывают ножом или топором, со словами: «Пусть будет остр, как топор». Пупок кладут на топор, разрезывают ножом и говорят: «Пусть будет работящим!» Говорят двояко. Примеч. При трудных родах делают предположение, что жена когда-нибудь сказала мужу что-нибудь оскорбительное и нехорошее. Поэтому заставляют мужа переступить через жену трижды. Муж заявляет, что он прощает своей жене грех. Как только родится ребенок, ему дают в рот немного масла. Немного спустя после крещения, молят ребячий сыр. Этот обряд справляют во время пирушки. Кладут на стол хлеб, а на него непочатой сыр: потом встают, совершают моление, а хлеб и сыр раздают по частям присутствующим. При этом говорят: «Пусть будет долголетен!» Если у кого-нибудь родится ребенок, то говорят: «Родилась новая птичка» (или: зверек). Кроме того, спрашивают: «Золото или серебро?» Золото — мальчик, серебро — девочка. (На это отвечают): «Тысяча рублей» (если родился мальчик и) «сто рублей» (если родплась девочка). Ср. Алг. Ача çуралсан. Пуçламан чăкăт илеççĕ, пуçламан çăкăр, сăра ăсаççĕ. Кĕл-тăваççĕ турра: турă! ху çуратнă чунна лайăх ырлăх-сывлăх пар пурăнма. Алăк уçса, пуççапаççĕ турра. Когда родится ребенок. Берут непочатой сыр и непочатой коровай хлеба, нацедят пива и молятся богу: «Боже! дай счастья и благополучия живому существу, созданному тобою!» Отворяют дверь избы и делают земные поклоны. Собран. 195. Ача çуратсан, ăна, тĕне кӳртсе, уйри тăр-пĕччен ларакан йăвăç патне илсе каяççĕ, унта хăйсем урăх ят хураççĕ; урăх ят хумасан, ача пурăнмасть, теççĕ. Когда родится ребенок, то его окрестят и отнесут к дереву, одиноко стоящему в поле. Там они дают ребенку другое имя, думая, что в противном случае ребенок не будет жить. Ст. Чек. Эпĕ ача çулĕнчен тухнă ĕнтĕ. Я уже вышел (вышла) из детского возраста (гов. когда исполнится 12 лет). Ib. Эс ача мар ĕнтĕ, ача çулĕнчен иртнĕ ĕнтĕ. Ты уже не ребенок, твои детские годы уже прошли. Ib. Ялан ача пулăттăн. Ты все хотел бы быть ребенком. Собр. 71. Ача пăхакан выççа вилмен, йытă пăхакан выççа вилнĕ, теççĕ. Кто ухаживает за ребенком, не умрет с голоду, а кто воспитывает собаку, умрет голодной смертью. Альш. Варвари Пăрăнтăкран Кашана качча кайнă. Ачине тутар арăмĕпе тунă, тет. Варвара вышла замуж из Бурундуков в Елховоозерную. Говорят, что при родах у нее была бабкой-повитухой татарка. N. † Улма пахчи турăм та эп, ача кулли пулчĕ вăл. Я рассадил яблоновый сад, но он достался в добычу детям (т. е. они воровала из него яблоки, ломали деревья и пр.). Ч.С. Эпĕ: халĕ мана никам та чаракан çук, тесе, ар шухăшăмпа шухăшласа ларатăп. Я сижу и думаю своим детским разумом: «Теперь меня некому останавливать» (т. е. удержввать от шалостей и проч.). Шурăм-пуç З. Çĕнĕрен тӳрри пур теççĕ те, çĕнĕрен тӳрри пур, теççĕ. Ай-хай, ача Учун пур та, çав Ивана пăрахаймаçть. Говорят, что имеется новый друг (любовник), а она, Ульяна, не можст бросить того Ивана. N. † Ай-хай ача Татьяна Киштек çулĕпе сиккипе. КС. Вăл ачи унăн кампа пулнă-ши? От кого у нее этот ребенок? Якейк. Валтанхи ар, хырăмра чох, эпĕр, туран куççа, анса лартăмăр. Когда я ходила первым ребенком, мы переселились с верхнего конца деревни на нижний. Шорк. Ачана кипкепе тыт. Держи ребенка в пеленках. КС. Эй, ачупа пĕрле!.. йĕрĕнтермĕш!.. Эх, чтобы тебя с твоим ребенком!.. Надоедник!.. Сред. Юм. Ача ӳкмен, сурчăк ӳкнĕ! Пĕчик ачасĕм ӳке парсан, пысăккисĕм, ачана тăратнă чухне, ача ӳкнĕ çĕре сурса, çапла калаççĕ. Не ребенок упал, а плевок! Когда упадет ребенок, то взрослые, поднимая его, плюют на то место, где он упал, и произносят эти слова. Чебокс. Тепĕр кун, кăнтăрлахи кĕлĕрен тухсан, атте ачана çĕклерĕ те, урамалла йăтса тухрĕ. На другой день, после обедни, отец взял ребенка (мою маленькую сестру) и понес ее куда-то на улицу. Собр. 103°. † Сак çинче ача вылясан, ашшĕ-амăшĕ курать — савăнать. Когда на нарах играет ребенок, отец с матерью смотрят на него и радуются. ХVIII. З1. Сак тулли ача пар. Дай полные нары детей. (Из моленья). Нюш-к. Ача пăлатна пулсассăн, уна пĕр çулталăкранах ĕмĕртме пăрахтараççĕ. Если ребенок здоров, то его советуют отнимать от груди, как только ему минет год. Ib. Тата тĕлĕкре пĕчик ачана курсан та, чирлессе, теççĕ. Говорят, что видеть во сне маленького ребенка также предвещает болезнь. Курм. Ача çăлтан топрăмăр. Мы нашли в колодце ребенка. Так говорят, когда родится ребенок. Вир-ял. Çав хĕр мана ача тет; аллине ача тытмасăр çав хĕр качча ан кайтăр! Эта девка называет меня мальчишкой; пусть не выйдет она замуж раньше, чем родит («возьмет в руки») ребенка! Шел. П. 66. Ача туман арăм ача тăвасшăн вилесене (покойникам) панă вĕт ăна (лоскут холста). Сарат. «Çывăр, ачам (хĕрĕм), çывăр! Аннӳ кайнă çырлана; татнă-татнă — ывăннă, унтах, выртса, çывăрнă. Аçа çаптăр, çиçĕм çиçтĕр, пирĕн аннене (или: санăн аннĕне) вăраттăр. Пирĕн анне вилсессĕн, çĕнĕ анне илĕпĕр. — Çĕнĕ анне аван мар, кивĕ анне аванччĕ: çĕнĕ курнитса ăшă мар, кив курнитса ăшăччĕ. Ст. Айб. † Чипер ача куйланать савнă ачи килментен. Красавица тоскует оттого, что не пришел к ней милый. Абыз. † Атăл çинче алă майра, сараппань виттĕр çил вĕрет. Пирĕн ачисем пулчĕ (ç) пӳлч (= пулĕ?) На Волге 50 русских женщин; сквозь их сарафаны продувает ветер. Вероятно, это были наши ребята. Альш. Вĕрентесси теплелле, çынсем унта темĕнле, епле пурăна пĕлмелле? тетĕп. Шухăша юлтăм хайхи ача. Как еще будут обучать? Каковы-то там люди? Как там жить? Задумался парень (т. е. я). N. Ыйтат, тет, ку хĕрĕнчен: камран сан ку ачу? тесе. Спрашивает этот у дочери: «От кого, говорит, у тебя этот ребенок?» Сказки и пред. чув. 17. Сĕм вăрманăн ачисем йăвисене кĕреççĕ. Дети дремучего леса входят в свои жилища. Регули 1248. Эй она ачан корса. Эп она арăмăн илтĕм. Я ее видел еще ребенком. Я ее взял вдовой. С. Тим. † Вун çитĕ çулхи ачупа кам юратса вылямĕ. С 17-тилетним юношей кто не пожелает играть? Альш. † Ашшĕ-амăшĕ ӳксе, йĕрсе юлчĕ ытам тулли сарă ачишĕн. Родители плакали навзрыд («упавши») о своей милой красавице дочке. Кратк. расск. 20. Атте, яр ачуна пирĕнпе. Отец, отпусти сына с нами. Изамб. Т. Унта халăх пухăннă çĕре асламăшĕ: ачи, ачи Павăлĕ! Пăхран-шăкран тасалнăччĕ, шыва кайса вилейчĕ, тесе, кăçкăрса йĕрет. Там, при собравшемся народе, бабушка (его) ревет благим матом, пряговаравая: «Бедный Павел! Только что ты успел вырости до того, чтобы ухаживать сам за собой, и уж утопул в речке!» N. Эсир пĕлекен Хурамал ачи Елеазар (конец письма). Известный вам Карамалинский парень Елеазар. Лашман. † Урамăрсем тӳрĕ пулас пулсан, хĕрхенмĕттĕм йĕс кĕлелĕ аттăма; ачисем ачана çитнĕ пулсан, хĕрхенмĕттĕм кĕмĕл çĕррĕме; ачисем ачана, ай, çитеймен, кĕмĕл çĕррисем ăстантан тухайман. Если бы улицы были прямые, не пожалела бы я своих сапог с медными подковками; если бы парни были на возрасте, не пожалела бы я своего серебряного кольца... Парни еще не выросли, серебряные кольца еще не вышли из литейного стана. Собр. † Çинçе пилĕк сар ача пĕччен çывăрнă чух, ай, пулайинччин! Ах, если бы красивый юноша с тонкой талией был около меня, когда я сплю одна. Эпир çур. çĕр-шыв. Шкулта пурĕ 90 ача вĕренет: вĕсенчен 50 ача хамăр ял ачи, 40 ача урăх ял ачисем. Альш. Ачапа вилнĕ. Умерла из-за ребенка (т. е. от родов). Ib. Çăмăлланаймасăр вилнĕ. Умерла, так как не могла разродиться. Ib. Çав çынпа пулса (çӳресе), ача тунă. Прижила от этого человека ребенка. Макка 142. Ача, пурăнасса нимĕн шухăшсăрах тенĕ пекех пурăнатăп. Живу я, братец, без всякой думушки и заботушки. || Qui blanciius alloquuntur, primae personae terminationem addunt. Прибавление к этому слову суфф. притяж. 1 л. ед. ч. делает обращение более ласковым. Изванк. Кин ачам! çынна ытла йăвăр сăмах ан кала, çынна тĕксе ан яр, ачам, çын сăмах хыççĕн кăлăх ан кай, хуна ху пĕл. Милая сноха! не говори другим оскорбительных слов, не отталкивай от себя людей, не поступай необдуманно по чужим советам, знай сама себя. (Наставление, даваемое молодой стариками и старухами; из обр. «Çĕн-çын яшки»). Ст. Чек. Ачам, кăлăхах çынпа вăрççа ан çӳре. Не бранись, дитя мое, попусту. || De pupa. О кукле. Сред. Юм. Калăпа пир таткисĕмпе чӳркесен, пĕчик ачасĕм: ача, тесе, çĕклесе çӳреççĕ. || In allocutionibus significat sodalem. Нередко употреблаетея в обращениях, в смысле брат (к лицам обоего пола, как и это русск. сл.). Б. Олг. Çитмест-и сана ик сом вонă пус? — Ах, ачам, çапла йӳн полат. Не будет ли с тебя шестидесяти копеек? — Ах, это, брат, (слишком) дешево будет! Ст. Чек. Ача, атя шыва кĕме каяр. Идем, брат, купаться.

ачамăр

puer noster, puella nostra, наше дитя. Кратк. расск. 12. Ытти тăванĕсем патне пынă та: ах турă! вара ăçта чикем-ши эпĕ пуçăма? Ачамăр çук вĕт, ачамăр çук! тесе, хуйхăрнă.

ача çулĕ

(с’ул’э̆), pars muliebrium, quae hodie vagina app., влагалище. Сборн. по мед. 49. Ача çулĕ тăрăх шала пылчăк е чир кĕрсен, ача çулĕ çавăлтех шыçса хĕрелсе каять. Если во влагалище попадает грязь или какая-либо болезнь, то оно тут же воспаляется. (Это слово употр. и в народном яз.). || Pueriiia, детские годы. Ст. Чек. Эпĕ ача çулĕнчен тухнă ĕнтĕ. Я уже не мальчик.

ача ту

(т̚у), partum edere, родить ребенка. Курм. Теменке çол порнаççĕ вăсам, арăмĕ ача тумаçть. Они прожили много лет, но жена его не родила детей. Чист. Унта вара ват карчăксем те пыраççĕ; ача тума пăрахнисем кăна пыраççĕ, çамрăккисем пĕри те пымаççĕ. Туда приходят и старые старухи; приходят только те женщины, которые уже перестали родить детей, а из молодых не приходит ни одна. Артюшк. З69°. Пĕр пичĕ уйăх, тепĕр пичĕ хĕвел ача тăваканне илер, тенĕ. Возьмем такую, которая рожала бы таких ребят, у которых одна щека была бы месяц, другая — солнце. Ст. Чек. Мĕн пур пĕр ар турăм та, урăх тумарăм та... Я родила всего только одного ребенка. Ib. Тăват ача çынпа тунă. Родила четверых от чужого (при живом муже). Альш. Эпĕ лайăх ача тăваймарăм, ялан пăрахса пытăм. У меня не было благополучных родов, а все выкидыши. Ib. Ăнман арăм вăл, ялан хырăм пăрахать. Якейк. Хĕр-арăм сара хутра анчах вон ачаран ытла тăвать. Женщина редко родит больше десятерых (у женщины редко бывает больше десятерых детей).

ах анчах

(ах̚ анζ'ах, ах̚ анџ̌ах), vox desperantis, междометие отчаяния. Ала 91. Ах анчах! мĕн тăвас? Нимĕн тума та çук! Хыпар. 1906, № З. Ах анчах! Сана вĕлертĕм-и эпĕ? Эпĕ, санăн аннӳ, сана пĕтертĕм-çке!.. тесе, уласа йĕнĕ. Она плакала голосом и говорила: «Ах, какое горе! Неужели я была причиною твоей смерти? Я, твоя мать, погубила тебя!.»

ах

(Ах), nom. daemonis cuiusdam mali, qui homines ad omnium rerum inopiam redigere posse creditur. Ab inieriectione ax ductum est, quae est vox suspirantis aut doientis. Ядр.? «Ах или вупкăн — бог, разоряющий дом; существо, противоположное хĕрт-сурт’у». В статье «Очерк религиозных верований чуваш» В. Я. Смелова (см. Магн. 244) «легенде о злом домовом Ахе» приписано русское происхождение, но едва ли правильно, так как нечто подобное мы встречаем и у авар. Среди чувашских текстов, присланных мне В. Н. Орловым, есть одна сказка об Ахе, («Йăмах Ах çинчен»), записанная мальчиком из деревни Яргунькиной О. М. Шорниковым и повествующая об одной старухе, которая отдала своего сына в ученье к злому колдуну Аху для того, чтобы тот преподал юноше искусство сладко есть и пить и хорошо (форсисто) одеваться, ничего не делая. Не передавая здесь содержания сказки, я приведу из нее лишь одно место, из которого можно заключигь с достоверностью, что бамое имя Аха происходит от междометия «ах». Кайнă чухне вăсем, пĕр чӳркӳллĕ ял витĕр тухсан, çăва кетессине ларчĕç, тет. Çав акан амăшĕ, ларнă чухне: ах! тесе ячĕ, тет. Çав хушăрах пĕр çын хыçалтан утса пырать, тет те: ак эпĕ Ах, терĕ, тет: мĕн кирлĕ сире? тесе ыйтрĕ, тет. По дороге они прошли через одно село и сели (отдохнуть) на углу кладбаща. Сидя здесь, мать мальчика вздохнула: «Ах!» В это самое время сзади подошел человек и сказал: «Ах — это я; чего вам от меня надо?»

-ах

(-ах), particula definitiya, quae proprie quidem ean-dem vim habuisse videtur, atque adverbia Latina modof tan-tummodo, nunc vero hoc modo adhibetur. Ограничительная частица, которая первоначально, повидамому, имела значение русского наречия только, теперь же ставится в следующих значениях. Ad augendum ponitur et cumulandum. Выражает усиление. Ст. Чек. Кунтах вĕт, ста каятăн тата шырама? Ведь (это) здесь (а не в другом каком-либо месте), куда же ты идешь искать? N. Çăл хĕррипе танах (прямо вровень) ларать. Регули 1343. Утсам-сăрах йолчĕ вăл. Кĕнекесĕрех пĕлет. Остался совсем без лошадей. Без книги знает. Ib. 1346. Эп она арăмăнах илем. Пусть она вдова, я ее все равно возьму. Çавăнпа утăнах корнать. Кажется точь-в-точь как лошадь. Скотолеч. 20. Кирек мĕнле суран пулсан та, малтан юн тухать, хăш чухне хытах (совсем сильно) юхать. Шурăм-п. № 4. Çакна Митюк амăшĕ вилнĕ те, хăй ачишĕн хăрасах кайнă (сильно испугалась): çăпан ан тохтăрах! (как бы, сохрани бог, чирей не выскочил). Альш. Никамах та палласах каймастăп-ха эпĕ ял çыннисенчен, Пăрăнтăксенчен. Я еще в сущности не знаю никого из деревенских, бурундуковских. Орау. Хĕрĕ тарсах каймаçть (т. е. не совсем противится ухаживанию). Регули 1361. Ватах мар. Не очень стар. Ib. Париш нумай илтни? Пат те нумаях илмерĕм. Много ли взял барыша? Не очень много. Ib. 1356. Çичĕ орапа полĕ-и? Он чолах çок (или: полимĕ те). Будет ли семь телег? — Столько не будет. Ib. 1359. Хăнча-та-полсан тытăп-тытăпах. Когда-нибудь непременно поймаю. Ib. 1342. Çăвашлах пит пĕлмест. По-чувашски он не очень то знает. Ib. 1340. Çолтан-çолах ватăлах пырать (поянланах) пырать. Контан конах çăмăлăн (çăмăлтарахăн) тойăнать (çăмăлланах пырать). Из года в год все старится (все богатеет). Из дня в день все становится легче и легче. Ib. 1506. Тытасах (тытас) мар полсан, тытмăпăр. Каймаллах мар пулсан, каймăпăр. Сред. Юм. Пит каясах тесен (если уж очень хотите итти), кайăр эппин. Регули. 1452. Эп она ачаннах корса. Я его видел еще ребенком. Орау. Питĕ вайлă тунă-пш? — Хытах хĕненĕ, тит. Очень здорово (сильно) отделали его (били)? — Говорят, что совсем здорово отколотили. Капк. 1929, № 1З, 6. Кунта паçăртанпах тăракансем пур. Здесь есть люди, которые пришли сюда давно («еще с давешних пор»). Регули. 1452. Эс каясшăнччĕ, каях. Он каяс килет полсан, кайтăр вăл. Ты хотел идти, так уж иди. Если ему хочется идти, пусть он идет. Орау. Тур куртăрах сана! Пусть же тебя бог накажет! Ib. Йытă çытăрах сана! Пусть же сьест тебя собака! Ib. Кашкăр тыттăрах ку чĕмерене! Пусть волк поймает эту дрянь! Якейк. Кĕрсе выртăрах, анчах пирĕн çималли çок. Ночуйте, но только у нас нет ничего съестного. (См. Оп. иссл. чув. синт. II, 144). || Aut ad definiendum diligentius. Уточнение. Якейк. Копайăнах (по копне) торттарса пĕтертĕм. Ib. Копипех тияçа килтĕм. Я привез сразу всю копну. Ала 4. Хопаха кĕчĕ, тет, лашине толах кăкарса хăварч, тет (т. е. не въезжая во двор). Регули. 1347. Эп сана окçанах памăп, таварăн парăп. Уж я тебе деньгами-то не дам, а товаром дам. N. Ман хулана ыранах (завтра же) тухса каймалла. Собр. 212. † Ирхине тăтăм, хура вăрман çинче сасă илтрĕм. Вăл сасă сасах пулмарĕ, курайман тăшман сивĕтрĕ. || Praeterea ponitur, ubi de eadem re aliud quippiam praedicatur. Тождество. Регули 1334. Ĕнер килекенĕ çав çынах. Çав çынах исе кайрĕ. Ib. 1ЗЗЗ. Çак кĕнеке çакăнтах выртать. Ст. Чек. Çак лашах кĕрсе таптарĕ-и? Ib. Çак лашах çамрăк чухне хĕрĕхшер пăтпа çӳретчĕ. Вот эта же самая лошадь, когда она была молодая, возила по 40 п. клади. || N. Тунă тунах, лайăхрах тăвас пулнă. Если уж делать, то надо было сделать получше. Çырнă çырнах, лайăх сăмах çырас. Изванк. Пирĕн каларĕç: пĕр тутарнă тутарнах, луччĕ аван тĕплĕрех тутарас, терĕç (= лучше заставить лучше сделать, если уж раз мы заставляли сделать, т. е. моление). || Ad confirmandum quoque adhibetur. Или утверждение. Янтик. Каланах ĕнтĕ эсĕ ăна аçуна, чăтаймастăн нимпе те! Ты непременно скажешь это отцу, никак не утерпишь! N. Тарçă тарçах вăл, çавăнпа сурăхсене пăрахса тарать вăл. Якейк. Пор порах, çок çоках. Достаток, так достаток и есть, а бедность, так уж бедность и есть (богатству нельзя сравняться е бедностью). Орау. Те ку япаласене шухăшласа кăларса çырнă, те ун пек ухмах пулнах та вара. Неизвестно, выдумка ли это («утка»), или же подобвый дурак существовал в действительности. Якейк. Каймастнах поч, ача! Нет уж, видно, ты не пойдешь! Альш. Патша калат тилле: тилĕ, сан каччу аванах иккен, тет. Царь говорит лисице: «Лиса, предлагаемый тобою жених действительно, кажется, хорош.» || Aut ad eligendum. Или выделение. N. Çырмасăр хăварас мар; ытлашши çырсан та, çырниях аван. Непременно надо написать; хоть и лишнее напишешь, а все-таки лучше написать. N. Кайниех аван. (Все-таки) лучше пойти, чем не пойти. || Aut ad modum rel constituendum. Или ограничение. О сохр. зд. Ерекен чир тумтирсенчен патакпа хулласах каймасть (одним выбиванием). N. Мана укçа кирлĕ мар, эп çак çăмарташăнах (только ради этого яйца) килтĕм. Якейк. Çак килтен паришах пин тенкĕ илет вăл (одного чистого дохода). Ib. Паянах мар, ыран та килĕп. Ib. Он çортсам Хосантах мар, Москавра та пор. Ib. Вăл вырслах мар, тотарла та пĕлет. Регули 1362. Пĕр çынах мар пырса онта. Не один только человек приходил туда. Ib. Маннах мар çохалнă. Не у меня одного пропало. Ib. 1364. Вот татмах кайри (= кайрĕ-и) вăл онта? Он пошел туда только для рубки дров? Ib. 1335. Çавăншăнах çиленчĕ вăл. Он рассердился только из-за этого. К.-Кушки. Вăл кĕнекене эпĕ икĕ тенкех илтĕм. Я купил эту книгу только за два рубля. Регули 1491. Эпĕрех мар (эпĕр анчах мар) корса, вăлсам та корса. Вăл вырăслах мар, тотарла та поплет. Изванк. Кашни чӳклемесерен урăх кĕлĕсемпе кĕл-тăваççĕ, пĕр кĕлĕпех кĕл-тумаççĕ (а не одною только). || Nonnumquam significat simulac, simulaique. Иногда значит как только. N. Эпĕ, татсассăнах, ыратнине пĕлмерĕм. К.-Кушки. Пырсассăнах каларăм. Я сказал об этом тотчас по приходе. Регули 234. Йор çусанах (çусассăнах) ирĕлсе каять. || Praeterea ponitur in sermone desperantis aut, quid agat, nescientis. Иногда выражает растерянность или отчаяние. Якейк. Коланай пама окçа штан топасах? Положительпо не знаю, где взять денег для уплаты податей! Ib. Шта ларасах ар? Йăлтах ăвăнса çитрĕм! (положительно не знаю, где сесть). Ib. Мĕн тăвасах? Мана тытма килеç, тет! Что делать? говорят, идут меня арестовать! || Alia, quae hue pertinent, exempla v. in. — ех. Другие относящиеся сюда примеры см. в статье — ех.

ахаль

(аhал’) temere, sine causa, frustra, incassum; sine usu, sine utilitate; otiose; nullo consilio; gratuito; sine mercede; simpliciter, sine apparatu, sine doctrina, sine rei ullius adiutorio; без причины, без основания; попусту; так себе; без употребления, без пользы; без дела; без особого намерения; даром, бесплатно; просто, без особых приспособлений, без предварительного приготовления или изучения и т. п. По-русски во всех этих случаях можно перевести наречием так. Ст. Чек. Ват çынсам ахал, каламан. Старые люди сказали (это) не без основания. Шурăм-п. № 26. Вĕсем калани ахал, пулакан мар. Их слова обыкновенно сбываются. Ч.С. Атте вара: ку ахал, мар, пĕр-пĕр çурта аçа çапрĕ пуль, тесе, урама пăхма тухрĕ. Тогда отец сказал: «Это (т. е. столь сильный громовой удар) не без причины; вероятно, в какой-нибудь дом ударила молния», и вышел на улицу посмотреть. Альш. Ашшĕ кĕтет-кĕтет те: ку ахал мартăр, тесе, шыв хĕрне чупса анат, тет. Прождав некоторое время, отец побежал на берег, предполагая, что это (т. е. невозвращение дочери) неспроста (не без важной причины). Янтик. Ăна вут тивертнĕшĕн ахалех (ямăçĕ) тумăçĕ. Ему (этот) поджог даром не пройдет. Якейк. Конăн ани ахальах чăсăлсă выртать. Его загон (полоса земли) лежит попусту (не засеян). Собр. Ахалĕн амăшĕ вилнĕ, теççĕ. (По обьясн. И. С. Степанова, соотв. русской посл.: «подаришь уехал в Париж, остался один купишь»). Юрк. Кĕнекисене ахаль (scr. ахал) илмелле пулмасан, эп укçа та тӳлĕп. Если нельзя получить книги даром, то я могу и заплатить. Аттик. Пирĕн парнене ахал, ан ту. Амин. Не сделай нашего приношения тщетным, т. е. прими жертву. (Из моленья). Н. Шинкус. Куккасем: киле килнĕскере тасаттарас, тесе, тем парасса çитнĕ. Тасатсам-а, сана ахал, тумăпăрах! тие пуçларĕç. Дядя и его семейные, желая, чтобы цыган, раз он пришел в дом, изгнал порчу, готовы были дать ему за это некесть что. — «Пожалуйста, выведи у нас порчу», говорили они ему: «мы во всяком случае не оставим тебя без вознаграждения.» Н. Карм. Кусем пырсан, шыв парса, питне çутарнă, пурçăн алшăлли панă. Салтак каланă: мана хамăн мунтир те юрĕ, ку ахалех хуралат, тенĕ. Когда они пришли, отдали ему умыться и дали шелковое полотенце. Солдат сказал: «Зачем попусту пачкать полотенце? — мне ладно утереться и мундиром». Эсĕ мĕшĕн кушака сентĕре çине лартрăн? — Ахаль. Зачем ты посадил кошку на полати? — Так себе. Бгтр. Мĕн патне (у др. мĕн тума) килтĕн? — Ахалех. — Ахаль пулсан, алăк патĕнче алтăр пурччĕ — илсе кай та кӳрсе пар. (Çапла ачасене, çын патне пырсан, калаççĕ). «Зачем пришел?» — «Просто так.» — «А если просто так, то за дверью у нас был алтăр (большой ковш), унеси его и принеси назад.» (Так говорят детям, если они придут без дела в люди, т. е. в чужой дом). СПВВ. ОН. Ахалех = кăлăх. Кильд. Çавах та вăсен ача-пăча пулман, ахалех ватăлса кайнă. И все-таки детей у них не было, и они так и состарились. Ст. Чек. Ахаль ларасран ялан кăнчала авăрлат. Чтобы не сидеть без дела, постоянно прядет. Регули. 207. Ахаль лариччен кăнчала арлать. Чем сидеть так, прядет. N. Ахаль лариччен кĕрĕк аркине те полин йăвала, теççĕ. Чем сидеть без дела, лучше мни полу шубы. Якейк. Атя ман пата, ахалех кăмака çинче пĕççе тăратса выртан! — Ахалеххине ахалех те (или: ахальне ахалех те), сан пата çавах пымасп. Идём ко мне, (все равно) так на печи валяешься (вздернувши ноги)! — Так-то так, а все-таки я к тебе не пойду. Н. Кунаш. (Цив.) † Çиессĕм килет, ĕçессĕм килет, кăмакари хуплу еннеллех чунăм туртать çке!.. Эп çиесшĕн каламастăп, ахаль калатăп. Мне хочется есть и пить... И как мне хочется курника, которых стоит в печке!.. Я говорю это не затем, чтобы поесть, а просто так (без особого намерения). Альш. Те йыхрава каять, те ахаль таçта каять. Неизвестно, едет ли он звать в гости, или едет куда-то хак (без этого намерения). Регули. 1293. Эп она ахаль патăм. Я дал ему даром. Менча. Тухатмăш ывăлĕ, ӳксе пуççапса, çĕр тенкĕ пама пусан, шеллесе, ахалех тӳрлетнĕ, тет. Утемĕш, ахаль, пулсан, пин тенкĕ парсан та, тӳрлетес çукчĕ, тет, ывăлне шеллесе анчах тӳрлетнĕ, тет. Когда сын колдуна поклонился Удемишу в ноги и обещал дать ему сто рублей, тот сжалился и поправил (исцелил) колдуна даром. Говорят, что Удемиш сделал это лишь из жалости к сыну, а иначе он не поправил бы его и за тысячу рублей. Якейк. Вăл лоткăла ышша кари (т. е. кайрĕ-и), ахал, (sine navigio, solis corporis viribus utendo) ышша кари? Он поплыл на лодке или так? Ib. Эп посмапа мар, ахал, хăпартăм. Я влез не по лестнице, а так (т. е. без лестницы). N. Ват çынна куçлăх кирлĕ, ахал, (ахальăн) он куç кормаçть. Старому человеку надо очки (нужны очки), иначе он не видит. || Sic quoque. И без того уже. Коракыш. Карчăк каланă: ăçта каятăн? тенĕ. Улпут каланă: санпала калаçма мар, ахаль хуйхă! (у др. ахаль, те хуйхă-ха) тенĕ. Старуха спросила: «Куда ты едешь?» Барин отвечал: «Мне не до разговора, у меня и без того на душе кошки скребут». Кан. 1927, № 224. Вулăсра пĕр милитси (милиционер) нимех те туса çитереймест, тет. Мĕншĕн тесен унăн ĕçĕсем ахалех нумай (и без того много дела). || Haud raro rei alicuius vehementiae significandae causa ponitur. Также употребл. для выражения силы действия. БАБ. Çынсем сиксе тăчĕçĕ, тет, пăхаççĕ, тет: ха, уксак йывăçсене тĕпĕ-тымарĕпе ахаль, лăскат, тет. Люди вскочили и смотрят, а хромой так я выдирает деревья, совсем и с корнями. Альш. Тухса пăхан пек пулат та, ку салтаксене ахаль тустарма туйăнат, тет. Он вышел на двор, как будто для того, чтобы посмотреть (лошадь), и принялся пробирать (ругать) этих солдат. Ib. Тукмакĕ: валей! тесенех, ку карчăка ахаль пĕçерет, тет; ăçтан кĕçтет, çавăнтан парат, тет. Как только старуха сказала: «Валяй», дубинка и давай ее колошматить. Только успевай повертываться! (букв. «где чешется, по тому месту и лупит»). Ib. Пĕри тухат та, ку тункăлтăксене ахаль ватса яраççĕ, тет. Один из жителей вышел (на улипу, созвал соседей) и они отлупили (прибили, точнее: с сильными побоями проводили) тупгылдыков (глупцов в сказке; см. манкăлтăк) как Сидорову козу. Ib. Эпĕ пăхса выртатăп: хай тăрнасем ахаль таптаса çисе çӳреççĕ. Я лежу и смотрю, а журавли так и топчут, так и едят (просо). Ib. Ку пупсем пакăр исе килеççĕ те, ку çынна тĕртсе те яраççĕ. Ку çын ахал, шыва пăтратат, тет. Поп и дьякон взяли багор и столкнули этого человека (завязанного в мешок) в речку. Тот там просто всю воду взмутил. V. ахаль анчах. || Etiam adiectivi vim habere potest et significat usitatum, pervulgatum, vulgarem, vanum, simplicem, gregarium, gratuitum, parvi momenti, vilem, sine verbis (de cantilena dicitur, quae modulatione sola constat). Употребляясь в значении прилагательного, переводится словами: обыкновенный, простой, не заключающий в себе ничего особенного, важного, тщетный, даровой; без слов (песня). Ахал, çын, рядовой, ничем не выдающийся человек; ахал, йывăç, обыкновенное, простое дерево; дерево, не приносящее плодов; ахал, шăмă, обыкновенная кость; ахаль хут, обыкновенная или простая бумага; бумага, не имеющая значения. Якейк. Вăл пирн юшши ахаль çын çине пăхмаçть те. На простых людей, вроде нас, он и не смотрит. Ib. Ку ахаль корăк мар, ку корăкпа тем те тума полать. Это не простое растение, этим растением можно сделать что угодно. Ст. Чек. Вăл лаша çырăвĕ мар, ахал, хут-кăна. Это не расписка о покупке лошади, а простая бумажка. Ib. Вăл çырмалли хут мар, ахаль кут шăлса пăрахмалли хут. Это не бумага для письма, а просто для отхожего места. Ib. Пире, ахал, çынсене, капла та юрат. Нам, простым (не чиновным) людям ладно и так. СТИК. Ку ахаль япала мар, кунта мĕн-те-пулсан пур. Это не простая вещь, в ней что-нибудь да есть особенное. (Так и в Ст. Чек.). Парастас. Этемĕн мĕн пурри пурте ахалех; вилсен, вĕсем нимĕне те тăмаççĕ. Что сокращ. жизнь. Ахал ун пек ĕмĕт ахалех! Но подобная надежда тщетна. Изамб. Т. Сирте çĕр ахал, (ирккĕн, у др. ирĕккĕн). У вас земли привольно (или: у вас земля дешева, хоть даром бери). То же и в Сред. Юм. Ст. Чек. Сирте çĕр ахаль. У вас земля дается даром (или: продается по крайне низкой, сравнительно со здешней, цене). Сред. Юм. Ахаллин (аhаллин’) амăш вилнĕ. У дармового мать умерла, т. е. даром давать не буду. Так отвечают тому кто просит чего-нибудь даром. Якейк. Ахал, йорă, песня без елов. (В Череп. это выражение означает песню, которую поют в обыкновенное время, без особого повода.

ахальăн

(аhал’ы̆н), i. q. (то же, что) ахалин. Панклеи. Карчăка вăл: тархас, тет, пĕр-пĕр патакпа илсе çап ман пуçран, тет; эпĕ ахальăн ĕмĕрех конта порнатăп, тет. Она сказала старухе: «Пожалуйста, ударь меня по голове какою нибудь палкою, а то я проживу здесь весь век».

ахăр

(аhыр), veri simile est, veri simillimum est. Autabsolute ponitur, aut cum aliis coniungitur verbis, quae probabilitatem aliquam designant. In sermone Latino etiam aliis modis reddi potest, velut videtur, vercor ne, вероятно, наверно, по всей вероятности, должно быть; надо думать (предполагать), что. Иногда ставится отдельно, но часто соединяется и с другими речениями, выражающими уверенность или предположение. СПВВ. N. Ахăр — пур тенĕ сăмах пулат. Слово «ахăр» означает есть (sic!). Ст. Чек. Ахăр ĕç çук. Вероятно, нет дела (работы). Сред. Юм. Ахăр килтисĕм пит чĕнеç (i. q. ченеççĕ) пõлмалла, ытла пит киле каясшĕн хыпаланать. Должно быть, его очень зовут домашние, уж очень он спешит домой. Ib. Ахăр çăмăр пõлать пõл, паян. Вероятно, сегодня будет дождь. Ч. П. Ахăр паян эпир пурте пĕтетпĕр пулĕ. Наверно, сегодня мы все погибнем. Чăв. й. пур. 19. Кĕркка! эсĕ унта каятăн та, ахăр сана ырă пулмĕ, эпĕ кĕçĕр пит усал тĕлĕк куртăм. Хотя ты идешь туда, но, должно быть, тебе не сдобровать, потому что в нынешнюю ночь я видела очень нехороший сон. Изамб. Т. 57°. Пăятам тепле вара, пăянам хуш сăмаха-йăмаха пит вичĕкĕн япала. Хăй час-часах ятлакалать çемьене. Ахăр хаяр пуль. Пăй-атамма хăй пăхăнтарса пурăнать. Не знаю, каков (мой) свекор, а уж свекровь очень остра на язык. Частенько ругает семью. Должно быть, лютая. Свекра она держит у себя под башмаком. Ib. 58. Çапла калаççа, ĕçе-ĕçе, ахăр эпир нумай та ĕçнĕ пулат: ул та чипер хĕрчĕ, манăн та пуçа кайрĕ. Беседуя таким образом и попивая, мы, должно быть, выпили с ним не мало: и он порядком захмелел, и у меня в голову ударило. Баран. 93. Манпа пĕрле пыракан çын: çанталăк пăсăлĕ, тесеччĕ; анчах ун сăмахĕ тӳрре килмерĕ ахăр: çанталăк уяртса кайрĕ, тӳлек кун пулассăнах туйăнать. N. Ахăр ун чухне хăранипе ăсăм çитеймерĕ, курнĕ. Тогда у меня, от страха, видно, не хватило догадки. N. Ахăр упăшкăна юратмастăн пулĕ. Ты, должно быть, не любишь своего мужа. Ib. 67. Ахăр турăш патне пит аслă çын пычĕ пулĕ. По всей вероятности, к иконе подошел очень важный человек. Изамб. Т. 4. Елим! ахăр параймастăп пулĕ! Елим, должно быть, я не смогу дать! Альш. Ытла питех хутшăнсах каймаççĕ ахăр вăл икĕ ял. Должно быть, эти две деревни, не очень-то сообщаются между собою. Сказки и пред. чув. 82. Тăрса юлчĕ кăлăхах Сетнер çавтер чун савни — турă çырни ахăрах, çаплатăр çав самани. Ib. 7. Ахăр тылă кăтăрнă: çĕр çĕмĕрсе таврăнать. Ib. 30. Вăрçма-çапăçма хатĕрленнĕ ахăр. Должно быть, приготовились к бою. Кн. для чт. 21. Çын вĕрентекене хăй патне пит ăшă кăмăлпах кӳртмен ахăр, мĕншĕн пынине сиснĕ курăнать. Ib. 30. Эй тăванăм, ахăр атă-пăри те пулаймасть пулĕ! || Tandem, наконец-то. Альш. † Юна-юна хĕрсене ахăр алла ӳкертĕм.

ахăр

(аhы̆р), licentius, petulantius cachinnare, in magnos effundi cachinnos, громко смеяться; точнее соответствует русскому глаголу ржать, употребляющемуся в том же значении (о громком смехе); громко кричать. Н. Карм. Ахăрас = хытă кăчкăрса кулас. КС. Çавăн ахăрма-çăвар ачисем, ăрама тухсассăн, яла çурса ахăраççĕ. Когда его полорстые ребятишки выйдут на улицу, то ржут на всю деревню (или, как говорят русские: ржут как жеребцы). Якейк. Ахăрать, тесе, хытă колса вылякан ачасам çинчен калаççĕ. Ржут. Так говорят о детях, когда они шалят (играют) и громко смеются. Сказки и пред. чув. 100. Ха-ха, лахлах! ленкрĕн-и? Мĕскер шăршлан, çĕр çăтман? терĕ тăракан старик, пĕтĕм вартан ахăрса. «Ха-ха! попался? Что вынюхиваешь? — чтобы тебя проглотила земля!» — крикнул, заржав изо всей силы, стоявший старик. НАК. Хăйсем хĕрĕ-мĕнĕпе, пĕчкки-пусăккипа пурте пĕр çĕрте кулса, ахăрса, кĕслесемпе ташласа, тул çутăлачченех ĕçеççĕ. Сами они, вместе с девицами, и большие и малые, все вместе, смеются, ржут, играют на гуслях, пляшут и пьют до самого рассвета. Орау. Пытанса юлнă качака пӳтекки: упа хырăмĕ çурăлчĕ! тесе, ахăрса кулса юлать, тет. Спрятавшийся козленок громко заржал, сказав: «Медвежье брюхо лопнуло!» Пшкрт. мэ̆н, аҕы̆рза т̚ы̆рады̆н? Что ты ржешь (смеешься)? || De hinnitu admlssarii veI equae libidinoso. Также азартно ржать (особенно о ярящемся жеребпе, но также и о мерене). БАБ. Эпĕ тасатнă çыннăн пĕрер эрнерен начар лашисем, лайăхланса, ахăрса тăракан пулаççĕ. Если я выведу у кого-нибудь из дома порчу, то у него через какую-нибудь неделю, тощие лошади поправляются настолько, что начинают яриться и азартно ржать (в стойле). Пшкрт. Ыр’ы̆рза т̚ы̆рат. Актай. Пĕр картара пĕр хыткан кĕсре ахăрса анчах тăрать, тет. В одноq конюшне одна поджарая кобыла так и ярится. || Ст. Чек. Ăйăр пек ахăрса çӳретĕр! Ржете (орете, хохочете и пр.), как жеребцы! («Кĕçен» значит ржать без полового возбуждения, напр. при виде товарища, хозяина и пр.). || Vociferari, clamare. Также кричать, орать, рычать об арçури, (о хомяке, о галках и воронах, о льве, о человеке). Панклеи. Кăçкăрса пырчĕ-пырчĕ те, эп хăпарса ларнă йоман кочĕпех ахăрса иртсе карĕ. Он шел, шел, с криком, и прошел с хохотом и ораньем под тем самым дубом, на котором сидел я. Абыз. Шăрши тухрĕ — шăхăрчĕ, арлан тухрĕ — ахăрчĕ. Вылезла мышь и свиснула; вылез хомяк и стал испускать свойственные ему (грубые, низкие) звуки. Хыпар 1906, 16. Автанĕ те авăтать, курак-чаки ахăрать. И петух поет, и галки, грача и. вороны орут. Шел. 29. Арăслансем ахăрса, харăлтатса тăраççе. Львы ревут и рычат. Чăв. й. пур. 10°. Лашăрсене ан çапăр, ан хĕнĕр: шăхăрса, ахăрса пыман акана хĕнесе, çапса пыртараймăн. Лошадей не бейте: если не заставишь плуг двигаться вперед криком и свистом, то его не едвинешь и побоями. Шел. 26. Асапланса, ахăрса пырать сĕнксе Есеепе. Страдая и ревя, едет Э себе, поникнув головою. || Plorare vehementius, рыдать. К.-Кушки. Ахăрса йĕрет. Рыдает. || Tumultum facere, strepere, шуметь, реветь. Янш.-Нор. † Килтĕмĕр-кĕтĕмĕр çак киле — ахăрса (= кăшкăрса, юрласа) хăла пылĕ ĕçеççĕ. Чĕлкаш 9. Тимĕр листисем чул çине таçтан кĕмсĕртетсе ахăрса анни... Кан. 1927, № 214. Юрласан-юрласан, тапратрĕç ахăрма. || Excandescere, efferari. разгорячиться. Орау. Ухмахскер, кăшт хирĕç каласанах, ахăрса каять (т. е. çиленсе, ятлаçма, вăрçма хăтланать). Ему, дураку, поперек слова не молви, сейчас ощерится (рассердится и начнет ругаться, подезет в драку). || De consuetudine stupri. Также жить в внебрачной связи. Якейк. Ахăрса порнать, тесе, тата йĕркĕнпе порнакан çынсам çинчен калаççĕ. Ахăрса порпать — еще говорится о людях, которые живут в внебрачной связи. || Saevire, furere (de vento vehementiore aut de procella). Также о сильном ветре и буре. Якейк. Çил ахăрса тохрĕ. Подул сальный ветер. (Так и в Череп.) Альш. Çил-тăвăл тухса ахăрчĕ. Ахăр саман çитрĕтĕр, терĕм. Разразилась буря; я подумал: «Видно, настало светопреставление!» Череп. Самани ахăрса карĕ. Поднялась страшная буря. Чĕлкаш 80. Çил ахăрнă. Ревел ветер. КС. Пăхатăп — çанталăк ахăрнă-кайнă. Смотрю — поднялся сильнейший буран (или: буря). || Распространиться. Кан. 1928, № 239. Каллех ялта самакун ахăрса кайнă. || Luxuriari (de virentibus). Роскошно разростись, буйно пойти в рост. Собр. Курăк юр-шывле тапранмасассăн, кайран та ытла хытах ахăраймасть, теççĕ. Говорят, что если трава не пойдет в рост тут же, как она выйдет из под снега, то сильного роста у нее не быть. Орау. Ахăрнă пирĕн тыра! Больно хороши у нас хлеба! (Так и в Череп. и Ст. Чек.). || Lascivire, licentius se gerere, безобразничать. || Valde dlvitem fieri, бешено разбогатеть. Орау. Ахăрса карĕ. Бешено разбогател. Ib. Вăл ахăрчĕ ĕнтĕ. Якейк. Çынна пăçласа порниччен, вилесчĕ сан! Çирĕм пилĕк çол пăçласа порнтăн эс мана. Хал, ачасам çитĕнчĕç те, ахăримастăн ĕлĕкхи пак (i. q. ĕлекхи пек). Лучше бы тебе околеть, чем мучить человека! Ты меня тиранил целых двадцать пять лет! Теперь подросли дети, и уж больно-то не развоюешься!

аххăр

(аххы̆р leg. esse videtur, si modo recte scriptum est), i. q. ахăр. ХАК. Вирĕм вăл аххăр пĕр-пĕр сăмахран тухать пулĕ те, эпĕ пĕлместĕп. Вероятно, происхождение слова «вирĕм» имеет какое-нибудь обьяснение, но я этого не знаю. Ст. Чек. Аххăр çапла пулнă пулĕ. Наверное, это было так.

ашăкла выля

(выл’а), ossibus ludere, quae ашăк appellantur, играть в бабки или в альчики. СТИК. Ашăкла укçа ывăтса выляççĕ. Играют в орлянку, ставя на ставку вместо денег бабки. Ст. Чек. 'Эпĕ ашăкла (в альчики) выляма вĕренни'. Çимĕкре кукамайсем патне хăнана карăм. Пĕчĕк кукка, Мăтри (Мы̆три), эпĕ вĕсен пӳртĕ (= пӳрчĕ) умне тухрăмăр. Кукка тура-шăл кунтипе ашăк алсе тухрĕ. — Атьăр, атсем, ашăкла выляр, терĕ. — Эпĕ выляма пĕлместĕп, терĕм эп. — Вĕрентĕпĕр, терĕ Мăтри; эпĕ мункунта выляма вĕрентĕм, терĕ. Кукка пурсăмăра та çирĕмшер ашăк пачĕ. Тупрăмăр тикĕс вырăн, хăпарса тăракан вырăнсене урапа таптаса тикĕслеттĕрĕмĕр. Атьăр туйла выляр, терĕ Мăтри. Икшерпе выляр, терĕ пĕчек кукка. Пурсăмăр та икшер ашăк илтĕмĕр те, Мăтри, икĕ ашăка сылтăм аллин пуç пӳрнипе вăта пӳрни хушшинче хĕстерсе, шĕĕр пӳрни çине лартса, ячĕ нăчлаттарса çĕре. Унăн икĕ пĕк пулчĕ. Кукка та çавăн майлах ячĕ, унăн елччĕпе туй пулчĕ. Эпĕ те çавсен майлах ятăм та, манăн пĕри туй пулчĕ, тепĕри темĕскерле: ни елччĕ мар, ни туй мар, ни пĕк мар, ни чĕк мар: пĕр пуçĕпе (концом) тăрат. Мăтри кулса ячĕ те: Иванăн сысат, терĕ. Кукка та: чăнах иккен, терĕ. Яр çĕнĕрен, терĕ. Эпĕ илтĕм те, çĕнĕрен ятăм. Пĕр елччĕ, пĕр пĕк пулчĕ. Кукка пуçтарса илчĕ те (унăн пĕр туй, пĕр елччĕ), ывçă-тупанĕ çине хурса, сăлпа (сильно) çĕрелле пăрахрĕ. [Ун чухне камăн ашăкĕ пысăк ларни малтан парат. Куккан ĕр туй, пĕр елччĕ; ыттисен пирĕн пĕрин те ун пек çук, çавăнпа вăл малтан ямалла пулчĕ. Ашăк асли: елччĕ туй умĕнче, туй чĕк умĕнче, чĕк пĕк умĕнче. Пур ашăксем те танматан пулсан, анчах пĕрин пĕр ашăкĕ пĕк, тепĕрин чĕк пулсан, чĕкли малтан ярат. Вăйăра вĕсен икĕшин те пысăккисен пĕр пек выртсан, вĕсем икĕш те тепĕр хут яраççĕ (снова мечут)]. Тете (брат «пĕчĕк кукка»): мĕнле вылятпăхăр-ха? терĕ. Кукка часрах пуçтарса илчĕ те: туйла, терĕ. Ячĕ. Икĕ туй, ыттисем: пĕк, чĕк, елччĕ выртрĕç. Кукка икĕ туя пуçтарса илчĕ те, Мăтри пуçтарма та тытăнчĕ (чтобы метать). — Мăтри, эсĕ мар, Иван пуçтармалла, терĕ. Эпĕ хĕвеле май мар, вăйă хĕвеле май каят, терĕ (стоят на опред. местах). Эпĕ пуçтарса илтĕм те, кукка пекех ятăм (метнул). Пĕр туй выртрĕ. Эпĕ ăна илтĕм. Вара Мăтри пуçтарса илсе ячĕ. Пĕр туй илчĕ вăл. Кукка илчĕ те, юлашкисене ячĕ. Икĕшне те илчĕ. Эпĕ пĕр ашăк ятăм (проиграл). Кукка икĕ ашăк ăттăрĕ (выиграл). Халĕ эпĕр туйла вылярăмăр. Çавăн пекех: елччĕлле, чĕкле, пĕкле выляççĕ. Тата тĕкелле выляççĕ. Ун чухне икĕ ашăк пĕр пĕк, икĕ пĕк, икĕ туй, икĕ елччĕ, е икĕ чĕк пулсан, яраканĕ илет. Пĕр пек виççĕ, е пиллĕк, е çиччĕ пулсан, илеймест. Икĕ чĕк, икĕ пĕк — тăватăшне те илет. Ib. Ытăлла вылянă чухне, не берут четных, но берут все нечетные. (Об игре в ашы̆k у каз. тат. см. Полный толковый сл. Дж. Валиди, I, 81; такая же игра, и почти с теми же названиями сторон кости, существует и в Азербайджане).

пустар

заставлять наступить, давить; позволить наступить и пр. Ск. и пред. 21. Халиччен çынна култарман, ури çине пустарман. Альш. † Хусахсем те утланнă хура ут ялан тумхах çинчен пустарат. Юрк. † Утлантăм та кустартăм эпĕ турă утма, шурă мулкаç çине пустартăм. Çĕнĕ Пурăнăç. Унта (туда) пире ярса та пустармаççĕ (не допускают совсем). || Отдать материю в набойку. Золотн. || Заставить валять, дать валять. || Печатать. Истор. Москвара вĕсене кура кĕнекесем пустарма тытăннă. N. Çапла алăра çӳрекен хай хутсем станпа çаптарма юрăхлă пулсан, эпир вĕсене пурне те станпа пустарăттăмăр. || Отделать, обить, обшить, вышить. Бигильд. † Тимĕр-кăвак лаша çинче йĕс пустарнă йĕнер пур, теç(çĕ). В. Байгул. Эпир тытас тытмине шуçпа пустарса хывнă, унта ылтăн çĕрĕсĕр тытас çук. ЧП. Çинчен шăрчăк ука пустартăм. Юрк. † Тытса хăпарас карлăкне йĕс пустарнă. N. Апи, хăна валли кивĕ кĕрĕк çине хура пустарса...

пусар

, посар, (-зар), придавить. М. Васильев. Порăкне çил йăвантарса ямантан тăпра моклашкипе посарать. N. Араслан урипе пусарнă та, калать: малалла пăхмасăр хăрас çук ĕнтĕ, тет. N. Хуласенчи çынсем пурте, çуртсем куçса пусарасран хăраса, хуласенчен тараççĕ. N. Йывăр чул пек пусарса тăрать. N. Иçĕм-çырли шывне пусарса кăлармалли вырăн. ТХКА 76. Çапла каласан, пирĕн хура йытă тирĕнчен çĕленĕ çĕлĕке сылтăм аллипе çамки çине пусарсах лартрĕ. N. Слонĕ ун çине кайса ӳксе, хăйне те çавăнтах пусарса вĕлернĕ. Чем люди живы. Манăн упăшкама та халĕ анчах пытарчĕç, вăрманта йывăç пусарса вĕлерчĕ. || Топтать. N. Вилнĕ çын тăприне те: умăнта пултăр, тесе, таптаса пусарса хăвараççĕ. || Уложить. Хурамал. Çӳле йăвăç нумай пусарнă. Сверху на крышу наложено много лесу. Альш. † Çав çулçине кам пусарĕ, пусарсан пусарĕ лăпкă çил (на одном месте уложит). Н. Тим. † Кӳлсен кӳл лашуна паррипе, аслă çул тусанне пусарма. С. Айб. † Кӳлсен кӳлĕр утăра паррипе, аслă çулăн тусанне пусарма. || Мочить (коноплю). Пшкрт: канды̆рзан'а шуа позараччы̆. || Посадить наседку; сажать на яйца для выводки. В. Байгул. † Аттепе анне пусарнă чăх-чĕпписем пахчаран пахчана саланчĕç. Вир-ял. † Анне пусарнă чăх-чĕппи пахчаран пахчана саланчĕç. Бюрганский. Ак, ме сана чăхă; эпĕ сана савса илсе килтĕм; пусарасса та санăн ятна тесе асăнса пусарнăччĕ. Альш. Хур-кăвакал пусараççĕ Элшелсем йышлăн. Ib. Хăшин-хăшин çавăнпа виç-тăват пӳртлĕ те пулаççĕ: путексем-пăрусем хупма, ĕне-выльăх кӳртсе пăтратса кăларма, хур-кăвакал пусарма пӳрт кирлĕ. || Валять. Ст. Чек. Тăлана пусараççĕ: тăлана тăршшĕпе хутлам-хутлам хутласа, çине те, айне те хăма хурса, кĕлет пĕрени айне хураççĕ, тăлан аялти хăмине йывăçпа е хулăн хăмапа, ун айне, вăрăм пуçĕ еннерех, пукан вырттарса, вăрăм пуçĕнчен пуçĕнченех аялалла пустарса тăма йывăр япаласем хураççĕ. Пусарнă тăла тикĕс, яка пулать. Орау. Тăлла пусарса хутăмăр-ха паян, епле картланĕ. || Усмирять, успокаивать. Кан. Контрреволюциллĕ пăлханăва пусарнă, тесе пĕлтернĕ. N. Киприан шуйттанпа тавлашса каланă: сирĕн вăйăр çапла-и? сире вăйсăр хĕр те çĕнтерет, тенĕ. Усал Киприана пусарса каланă: эпĕ ăна улталаса çылăха кӳртме урăх май тупăп. || Укротить. О пьяницах. Ӳтне пусарасшăн тăрăш. Юрк. Пирĕн пек çамрăк ачасене йывăр хуйхă ӳкрĕ — пусарчĕ. || Успокоить, утешить. С. Айб. † Тусан тăвăр тусăра саррине, ăшăртан хуйхăра пусарма. N. Манăн хамăн укçа çук, çавăнпа хуйха пусара пĕлместĕп, тенĕ. N. Ăша пусар, утешать. N. Унтан вара хуйхăна пусар. N. Эс те пусан ман кăмăла пусар. || Оплодотворять (о самцах). Вĕлле хурче 21. Ват амăшне питĕрмесен те хăруш мар, çамрăккине, сăрă (трутень) пусарманнине, питĕрес пулать.

пуç

, поç, (пус, пос), голова. N. Чăхă пуç орлă вĕçсе каçса кайсан, лайăх мар, теççĕ. СТИК. Пуç сăрăлтатса карĕ. Ib. Питĕ хытă ывăнсан е чирлесен, юн вĕрипе пуç сăрăлтатса тăрат. Ib. Хур пуçне кил хуçи çиет, мĕншĕн тесен вăл кил пуçĕ. (Обычай). N. Ах, пуçăм (головушка) ыратать. Кама 47. Капла пуçа тăратса ларни те юрамасть. Ib. 16. Пуçна пулашшĕ япала! Ib. 5. Пуçна тивтĕр юлашки. Намăссăр, йытă! Шалчу тулĕ-ха. Ачач 34. Хирĕç-мĕн пулсан, ырă ятпа чĕнсе, çĕлĕк илеççĕ. Пуç таяççĕ. Ерк. 6. Кам илтмен ун çинчен? Кам курсан пуç таймасть? Альш. Пуçу ыратат-им? (Сочувствие). Кан. Хĕрарăмсем пуç çинчен пĕркенме пăрахнăшăн хĕсĕрлекен çын. Изамб. Т. Вĕсем пуç ухашшĕн анчах шыв вĕретеççĕ. N. Çав хĕрсем пурте çара уран, юне(в др. говорах: йӳле)-пилĕк, çӳçне-пуçне тустарса, пуçне ухса пыраççĕ, сиккелесе. Орау. Пуçу, çан-çурăму пĕçермест-и? Вĕриланса выртмастăн-и? С вами жару нет? С вами жар? Ib. Пуç, çан-çурăм пĕçерсе çӳрет; вĕриланса çӳретĕп. Якейк. † Сарă хĕрсем амăшне виçĕ сомах калăпчĕ, виççĕ пуçран шăлăпчĕ хĕрне сарă тунăшăн, хĕрне корса па(л)лăпчĕ, тытса тота тăвăпчĕ. Ib. Мĕн пуçа пăркаласа тăран-ка? Сан çия çавах никам та пăхмаçт. Каша. † Хрантсус явлăк пĕчĕкçĕ, пĕчĕкçĕ те, пуç тулли. N. Ирхинеччен ту, атту сан пуç, ман хĕç, тесе калать, тет. Скотолеч. 33. Сурăхăн пуçĕсем, хăлхисем, тутисем, шăмă сыпписем пăсăлса, кĕсенленсе каяççĕ. N. Ирхине тăраççĕ, тет те, хуçийĕн пуçĕсем шыçса кайнă, тет. Толст. Пуçĕ çине йăванса кайрĕ. ЧП. Пире тăван кĕтет, хай, чыспала, чӳречинчен пуçне, хай, илмесĕр. Ала 8. Хĕрсем уна курсассăн, пур те чӳречене пырса пуçĕсене чикнĕ. Альш. † Çак тăвансем патне килсессĕн, çамрăк пуç çĕклейми си куртăм. Альш. Пуçа сĕлтĕпе ухас. Надо голову мыть щелоком. Скотолеч. 34. Сурăха пуç çавăрăнакан тăвакан хуртсем йытă ăшĕнче пурăнаççĕ. Сред. Юм. Пуç çавăрнакан сорăх пик (как шальная овца), ниçта кайма аптраса çӳре парап вит (повышение голоса на çӳре). N. Пуçа тăратса ларат. Орау. Арпус пуç (гололобый), лашăна çавăтса кайĕ ак. Йӳç. такăнт. 24. Пуçна çапса çурам. N. Тата каллах çав сăмаха кала-ха, поçна çапса çорам! Тим. † Эрнекунпа шăматкун — пуç кăларми тăман кун. N. Поç патне тӳрех кайрĕ. Сред. Юм. Пуçран çапнă сôрăх пик çӳрен çанта ним пĕлмесĕр, çынсĕм мĕн сăмахланине те пĕлместĕн. Ib. Пуçа çĕклемесĕр вырать. Жнет до того торопясь, что голову не поднимает. Ib. Пуçа та касса кайĕç ôн ачисĕм. Очень злые, так что и голову отрубят. Ib. Мĕн халь, пĕр пуç, пĕр кот, кăçта савнă, онта кай. Ib. Пуç патне пыра пуçларĕ (ӳсĕрĕле пуçласан калаççĕ). . Пуçна персе шăтарăп. Голову расшибу. КС. Пуçа ăш(ă) тиврĕ. Угорел. Изамб. Т. Пĕлтĕр акă тырă та ĕлкĕрмен, ĕçсĕр халăхсем (бездельники), тыр вырма тухмалла, тесе, туррăн пуçне ыраттарнă, çавăнта тыр вырма тухас уммĕн, тырра пăр çапса кайрĕ. Ib. Усемпе ĕçсе ман пуçа тата ытларах кайрĕ. Орау. Кил-ха эс, эп сана пуçна касса ярăп (это говорят редко, или: пуçна çапса çурăп, или в Рак.: мăйна пăрса ярăп). Ты вот приди-ка, я тебе башку-то сверну. Ау 46. Ку ачасем мана кирлĕ мар, вăсене аташтармасан, ман пуçăм е хыçăм, тенĕ. Ib. 52. Аташтармасан сирĕн пуçăр, ман хыçăм, тенĕ. О сохр. здор. Ун пек тăвасси те хĕнех мар, пуçра пур çын ăна часах тума пултарать. N. Пуçĕсене пыра пуçларĕ (стали хмелеть), курнать. Собр. Çурăхсене час-часах, пуç çаврăнакан пулсан, сурăхинĕн пуçне картана алтса пытарсан, ӳлĕмрен сурăхсене пуç çаврăнакан пулмас, тет. Якейк. Пуçа çырнинчен иртимăн (судьбы не избежишь). Пуçа тем çырнă, штан пĕлес. Шорк. Поç çавăрннă сорăх пек (гов. о человеке со слабой памятью). С. Алг. Тĕл пултăмăр урхамах, пуçне тăсма ал çитмест. Орау. Курăс касма кайиччен çак пурана каскаласа пĕтересчĕ: ытла пуç çинче тăрать (давно уже надо было сделать, дело не терпит). Ib. Пуçа килсен пушмак, тит, пултараймасан та пултарăн. Если надо будет, то сможешь. Йӳç. такăнт. 35. Ĕç, кум, хам пуç пур чухне! Сред. Юм. Пуç умне çитсен, пуçа кăшăл тăхăнать, тет. (Кил-пуç çынни пулсан, пурне те хăй пĕлет вара, тессине калаççĕ). || Глава. N. Вĕсенчен пĕри, чи усалли, юрăхсăрри, Авимелех ятли, пуçа тухнă та, тăванĕсене пурне те вĕлерсе пĕтернĕ. Ала 63. Сирĕн çие çак çынна пуç турăмăр. Мы сделали его над вами главою. N. Йĕксĕк пуçĕ! (брань). N. Хăш çĕрте халăха пĕр çын пуç пулса пăхса тăрать, хăшинче тата халăх хăйне хăй пуç пулса патшалăха тытса тăрать. Полтава. Орлик ятлă çыруç — пуç. «И Орлик гетманов делец». Орау. Пуç пулса çӳрет?! Кам эсĕ вара капла, ял хушшинче пуç пулса çӳрен. Кармалы. Арçын пуç хĕрарăм пуç мар. N. Хăй пуç пулма çӳрет. || Индивид, личность. N. Пĕр пуçпе укçана çтă чикет. Пĕр пуçупа укçана çта чикетĕн. N. Те пуç (сам человек) каялла киле тавăрнать, те тавăрăнаймаçт, тесе (дума уходящего на чужбину). N. Хăйсенĕн пуçĕсене пит асла хураççĕ. Истор. Лайăх пурăннă чух пуçне пит асла хывнă, пуçа хĕн килсен, тӳрех хăраса ӳкнĕ. Пазух. Ан хапсăнăр тĕнчен мулĕсене, çылăх пулĕ çамрăк пуçсене. || Конец. Орл. I, 281. Пĕр пуç çăка, тепĕр пуçĕ юман, варинче мăкăр. (Çапуççи). Альш. † Чӳречĕре уçса ярăр: алшăлли пуçĕ курăнтăр. Ib. Сĕтел пуçне, сак çине лартаççĕ вĕсене. N. Сĕтел пуçне иккĕшне арăмĕпе ура çине тăратса... N. Сĕтел пуçне, урлă сак çине ларса... Б. Олг. Çанта лапка поçне каþăмăр, колач çисе ларатпăр. В. Ив. Хăшĕ тата вăрлăх валли кăшăлăн пуçне уйăрса илеççĕ. N. Вăл пĕренерех тунă ахаль пӳрт майлах: тăватă кĕтеслĕ çурт пек ларать; анчах унăн çумне икĕ пуçĕнчен икĕ пура пураса çыпăçтарнă. Ст. Чек. Хутăн пĕр пуçне шĕвĕр тăваççĕ, ăна хăлхана лартаççĕ, тепĕр пуçне вут тивертеççĕ. Орау. Икĕ пуçпе те пĕр пекех йăванса анса ӳкрĕ (упало плашмя). Янш.-Норв. Варĕнчи йăлтăрка, икĕ пуçĕнче (по сторонам ее) мерчен шăрçасем (на нитке). Цив. Тата пĕр çăмарта илсе, ăна пĕр пуçĕнчен хуратаççĕ. Торп-к. Унтан пĕр пуçĕнчисем тепĕр пуçĕнчи ачанăн алли айăн тухаççĕ. N. Пуçĕнчи, на его конце (амбара). Регули 1164. Пĕр вăрман поççĕнчен кĕрсе, тепĕр поçне каç полăрах аран тохса. Ib. 1165. Пĕр орам поççĕнчен кĕрсе, тепĕр поççĕнчен тохрăм. Пшкрт. Ял поçăнчан ял поçна, от одного конца до другого. Янш.-Норв. Вăл масар пуçĕнчен пирĕн ял хушшине питĕ тарăн типĕ çырма анать. N. Маншăн пусан, кăçта кайсан та пĕр пуç (один конец). || Боковые стороны (концы) строения. Ст. Чек. Кĕлет пуçĕ, лаçă пуçĕ, ăрамра кĕлет пуçĕнче; алăк айĕнче, кĕлет пуçĕнче: сыснапа пĕтернĕ пуçĕсене, е вырăна урлă май пуçне калаççĕ — в противоположность кĕлет умĕ, кĕлет хыçĕ. Ачач 82. Пурте лаç пуçĕнче выртакан çăка каска çине лараççĕ. Кильд. † Пирĕн пӳрт пуçĕнче-улма йывăç, турачĕсем çинче чĕкеç чĕпписем. Чиганар. Вăсем кĕлеткисене пӳрт поçне çакаççĕ. Ib. Пӳрт поçĕнче çор çăкăр çакăнса тăрать. (Уйăх). || Перед. Яргуньк. Эпĕ пуçа çуна пуçне чиксе те, малалла пăхман. | Начало. N. Çавăнпа вăл çыру пуçне адрĕсне çырас пулать, тет. Ст. Чек. Уйăх пуçĕнче (в начале месяца) чӳк тунă. || Вершина, верховье. Альш. † Çичĕ çырма пуçĕнче çырла нумай, çĕр сахал. V. S. Çырманăн çӳлĕ пуçĕнче курăк аван ӳсет. ТХКА 39. Тарăн çырма пуçне вăрманта пирĕн сыснасем хăйсене выртма шăтăк чавнă, тет. || Голова (сахара). Изамб. Т. Пĕр пуç сахăр. Ib. Сирĕн миçе пуç сахăр? || Голова (о скотине). N. Çичĕ пин пуç вак выльăх. || Семья пчел. ТХКА 65. Вунă пуç хурт усрарăм. Вуннăшĕ те арчаллă вĕллеччĕ. ТХКА 5. Вунă пуç хурт усраттăм. Вуннăше те арчаллă вĕллеччĕ. || Колос. Менча Ч. Пӳне Атăл хăмăш пек, пуçне чакан пек, çăмарта хĕрли пек тутлăхне парăсăнччĕ. (Моленье). Хăр. Паль. 40. Пуç сăхакан ыраш, тата шавласа выртакан шывсем çинчен камăн илтес килмĕ. Икково. Орпа поç прахать-и мĕн, ста каян васкаса; тепĕртак ларсан, орпа поç прахма поçлать. ЧП. Пуç пăрахать (урпа). Ib. Шур пуç кăлар (пиçен). Пазух. Анкартисем хыçне кантăр акрăм, вăхăт мар-ши пуçне татмашкăн. || Головка сапожная. Чем люди живы. КС. Атта пуç сыптарас. || Волосы. N. Пуçа кастартăм та, çăмăллăнах туйăнчĕ. || Жизнь. ЧС. Эсĕ пирĕн сăмахăмăра итлемесĕр ху пуçна ху çухатăн. Байг. † Пуçă каймĕ тантăш, мулă кайĕ, вăрласа ил савнă хĕрĕсе. Лашм. † Пирĕн пуçа çини эсĕ мар мĕн. Ст. Шаймурз. † Епле хăйсене хăйсем шеллемеççĕ, пуçĕсене хĕрхенмеççĕ. Б. Хирлепы. Эсĕр-и ман пичисен пуçсене çакансем (= çиякансем, çиекенсем, т. е. губители). N. Эпĕ вунă çула пуçăма ярам. Баран. 65. Этемсем ушкăнĕ-ушкăнĕпе çулăмран тухса тарнă. Хăшĕ пуçне хăтарасшăн чупнă, хăшĕ çавăнтах вилĕме кĕре-кĕре ӳкнĕ. Ib. 56. Харăс чарăнаççĕ: пĕтнĕ пуç пĕтнĕ, ăçта кайса çухалмасть тесе, тĕпĕ курăнми тарăн çырма урлă сиктере параççĕ. Ib. 31. Пилĕк пус ман пуçа çирĕ. Пилĕк пусран пуçласа, ак мĕн курмалла пултăм. N. Ку вăрçăран пуçа исе тухса пулать-и? Ст. Шаймурз. Тархасшăн илсе ан кил, пуçма çиетĕн ĕнтĕ, тет. Пожалуйста не приводи ее, а то погубишь меня. Сунт. Аттесене хирĕç пулса, çакăнта килсе (замуж) пуçа çирĕм. Бгтр. Вăсам малтан вониккĕн полнă, кайран пĕри хăй поçне çинĕ, тенĕ. N. † Хурăн тăрне хурт çирĕ, манăн пуçа эсĕ çирĕн (кĕрӳшĕ). К.-Кушки. Чун юратман ачаран пуç хăтарса пулмарĕ. N. Çĕмĕрĕлме кай, çунса кайтăр, ман çамрăк пуç çухалчĕ. Собр. Вăттисĕн сăмахне итлемесен, пуçне çухатать, теççĕ. || Благодарение. Хурамал. || В чувашизмах. Орау. Вулани пĕртте пуçа кĕмеçт (ничего не идет в голову). Ст. Ганьк. † Ах, аттеçĕм, аннеçĕм! Шухăшла-ха пуç тавра: манран мĕскĕн ачу çук. N. Манăн пуçа касса ан çӳретĕр, килте пурăнтăр. N. Шухăшлассисем килсен те, тĕпĕ-йĕрĕпе шухăшласа, пуç тавăра çавăрса илме пултараймаççĕ. Альш. Хĕрĕ каланă: эсĕ лаша тĕсе аслаçăна хăй пуçне вĕрентрĕн, тет. Т. Григорьева. Пуç тавра шухăшламасăр ĕçе ан тытăн, теççĕ. (Послов.) Рак. Турă сывлăх патăр та пуçăра (пусть даст вам здоровье). N. Çамрăк ача çамрăк пуçĕпе ватă çынсене вĕрентет. Ск. и пред. 93. Пуян хĕрĕ пуçупа мĕншĕн çапла хăтлантăн? Рук. календ. Прокоп. Мишер пуçĕпе мишер те, таса тумасан, арăмне: эсĕ чăваш арăмĕ пек хытланатăн, тесе вăрçать. Юрк. Авă эпир мар, улпут пуçĕпе чиркӳ тĕлне çитсен, çĕлĕкне хывса илсе, сăхсăхса илет, тесе калаçчăр, тесе шухăшласа, малти чиркӳсем тĕлне çитмессерен, пуçĕнчи çĕлĕкне хывса илсе, чиркӳ çине пăхса сăхсăхса илет. ГТТ. Пуçне ниçта кайса чикеймес. Трхбл. Епле эс учитĕл пуçупа веренмен хĕре илсе ятăн? — Е, пĕррелĕхе пырĕ-ха. ЧС. Эсĕ халĕ çамрăк пуçупа халиччен çук йăлана туртса кăларатăн ĕнтĕ. Урож. год. Вăл хăй ватă пуçĕпе суха касси йĕрĕпе кун каçачченех утать. Н. Карм. Пит пуçа йывăр киле пуçларĕ (на должности). N. Чипер сывă пуçпа кайса килĕ вăл. N. Чĕр пуçăмпалах çĕр айне кĕрсе выртасчĕ. N. † Пуçма ятăм ирĕке сарă хĕрсем суйлама. Альш. † Сирĕн пекех лайăх çын халь умĕнче, сĕтел умне тăрса юрлаймăп: кĕçĕн пуçма асла хураймăп (хываймăп). Ib. Пуç кăна сыв пултăр: пуç пулсан, пурăнан вара, теççĕ. С. Айб. † Ай-хай пуçăм çамрăк чунăм, тата мĕн курасси, ай, пур-ши? Емельк. † Эсир те ватă, эпĕр çамрăк, сире пуçапмасан, пуç пулмаçт. N. Тин пирĕн пуç пĕтмели килет. (Из письма). Изамб. Т. Мĕн тăвас тен: ӳстерĕ çав, пуç çине ӳксен (если так пришлось, воспитает). N. Вĕсен пуç пурăнăçĕнче ĕмĕрлĕх савăнăç пулĕ. ЧС. Сана, хамăр пуç пурăнсан, çулталăкран тата чӳклĕп. (Из моления). Ib. Ача-пăча сăмаххине итлесессĕн, пуç та пĕтĕ. (Гов. мать). N. Пĕтĕм пуçĕпе йĕрсе ячĕ. Ск. и пред. 61. Çавăнта никам та ирĕклĕ пуçпах Мăншу çынĕнчен анакансем çук. Сред. Юм. Пуçа йытта хывнă та, чирлĕ тесе вырта парать вит, хăйĕн-ха нимĕн те ыратмас. N. Хам умра темĕскер, çавра çил пек, юра сирпĕтсе ман умалла тӳрех, пуç каснă пек килет; хăранипе хăйне хăй пĕлмест.

пуçа-пуç

головой к голове, лбами. СТИК. Эпĕ вăсене пуçа-пуç çапăнтартăм. Я стукнул их головами. Ib. Эпĕ такшинпе пуçа-пуç çапăнтартăм. Я с кем-то стукнулся головой.

пуçĕпе

совершенно, совсем. Утăм 18. Аякра, аван пурнăçа, манмăп эпĕ сана ĕмерех; тытатăп сана пуçăмра, васкатăп пырасшăн пуçĕпех. Ск. и пред. 66. Янтрак пуçĕпех Çĕпĕре кайрĕ. Ала 25. Вара Евгение пуçĕпех прахса хăварчĕ, тет. N. Кайран вара ăна пуçĕпех хуларан хăваласа кăларнă. Сĕт-к. Пуçĕпех турăм. Совсем кончил, свалил обузу с плеч долой. Юрк. † Уйăх тулса çитсессĕн, пуçĕпех кăларса каяççĕ (рекрута). N. Ăна ху патна пуçĕпех чуралăха илейĕн-и? Кан. Çĕр йĕркелес ĕçре чухăн хресченсене укçа парса пулăшнă. Пуçĕпе парса пулăшни 4700 т. çитет.

пуç вĕçĕ

головная сторона, изголовье. Перев. Унтан тăпри çине пуç вĕç(ĕ) тĕлне чул тăратса хунă. Юрк. Урипе тапса ярсассăн, пуçĕ вĕçне кайса вырт (с ним, к нему). КАХ. Хай эпĕ: эсрел килет пулĕ, тесе, часрах пуç вĕçĕнчен сăхмана туртатăп илетĕп те, пуç çинченех пĕркенсе выртрăм. N. Вăл пуç вĕçне сăхман пăрахрĕ те, выртнă-выртманах çывăрса кайрĕ. Пит ырнă пулмала кунĕпе.

пуç кăлар

колоситься. Кан. Эпĕ никамран малтан, сĕлли пуç кăларсанах, çултăм.

пуçла

начинать, починать. N. Пуçласа ярар! Давайте начнем! (напр. заседание). Регули 8. Пичи та ĕçме пуçларĕ Ib. 1219. Вутă çолма поçласанах çанталăк лайăхчĕ. Cред. Юм. Тӳрлене пуçласан, коша пуçларĕ; ӳт иле пуçларĕ. Кн. для чт. 77. Эпĕ унта пуçласа каятăп-и мĕн? Эпĕ пĕлтĕр те нумай вăрларăм, хуçи ăна сисмерĕ. Якейк. Пуçламан коккăль, пуçламан хуплу, пуçламан пичке, пуçламан копăста катки и т. д. Шишкин. † Потĕр-потĕр потени лаптак корăк йоратать, эпир хамăр çавнашкал, поçламан хоплу йорататпăр. N. Çак школăсене малтан пуçласа яракансем. Аттик. Пуçламан çăкăр, непочатый хлеб. Ёрдово. † Атте эпир киле каятпăр, поçламан полштов пор-и вара? Пиче эпир киле каятпăр, поçламан пичке пор-и вара? || В качестве вспомогательного глагола в описательных оборотах. Орау. Эп чей ĕçе пуçлап. Я сейчас буду пить чай. Юрк. Килне таврăна пуçлат. Отправляется обратно домой. Тораево. Йăван киле тавăрăна пуçланă. N. Вулама пуçланă.

пуçлăх

сетка, надеваемая на голову для защиты от укуса насекомых. Баран. 167. Çынсем пуçлăх тăхăнса пĕркенсе çӳреççĕ (летом в тайге, от насекомых). || Главарь, вожак, начальник, руководитель. Юрк. Пуçлăхсем ăна пит начар вĕрентнĕрен чăваш хушшине вĕрентме яман. || Дух родоначальника. Шел. 64. Ват карчăксем сăрапа, тĕрлĕ апат-çимĕçпе хирти хапха патĕнче ял пуçлăхне асăнса кив йăлапа хываççĕ; Кив-Ӳселшĕн кĕлтуса, ырлăх-сывлăх ыйтаççĕ. Тырра-пулла тутлăх пар, вут-кăвартан, чир-чĕртен сыхла ял-йышне, теççĕ. Унтан чăн чухăн çынна уншăн парне параççĕ. || Встреч. в соединении: сывлăх-пуçлăх, здоровье вообще. Альш. Вăл кайсан, эпĕ авланас шухăш тытрăм та: сывлăхăм-пуçлăхăм пур чухне авланса юлам, терĕм.

пуç турт

не повиноваться. Хурамал. Ывăлĕ каланă: эпĕ турă хушнинчен пуç туртмастăп, тенĕ. (Из сказки).

пуçар

, поçар, (пуз'ар, поз'ар), положить начало, быть инициатором, зачинать. Б. Олг. Той пуç калат: кĕçĕн кĕрӳ, йорла, ташла, сан поçарас полат (ты должен положить начало), тет. Якейк. Эс пуçарса пар тольăк, валалла хамăрах пĕлĕпĕр. Ib. Пор осал ĕçе эс пуçаран, сантан ял патях шар корса. Ib. Пирĕн ялта школ тума Микон Хĕлĕп пуçарчĕ. Кан. 1925-мĕш çулта, июнь уйăхĕнче, Тĕмер халăхĕ çав çĕре хăйĕн çине илес шутпа çĕр комиççи умĕнче ĕç пуçарать. Ib. Ку тупăшлă сутта коператив хăй пуçарсан пысăк усă пулмалла. Ib. Эпĕ: суртлас ĕçе кĕркуннех пуçарса ярсан аван пулĕ, тесе шутлатăп. N. Çырури сăмахсене ăнланас çĕрте те вĕсем халăх умĕнчен пуçарса пынă. Шибач. Хăшĕ поçарать (зачинает, инициатор). Пшкрт. Поçар, распоряжаться. Ib. Кам кона поçарса тумашкăн (распорядился, был инициатором). Хорачка. Ашшă валтан поçарса каят ĕçлеме, ачисем хыççăн пыраччă. Зап. ВНО. Пуçаракан (зачинщик) эс, сана касамата кайса ларма та çылăх мар. N. Пуçар = пуçла.

пуçтар

, поçтар, собирать, набирать. Изамб. Т. Ырашăран пуçтарса çӳрет (рожью собирает, ругу). N. † Аттепеле анненĕн килне тытма кĕçĕнтен пуçтарнă ăс кирлĕ. N. † Çĕр çитмĕл пĕрене эп пуçтартăм, çĕр çĕклейми пӳртсем ларттартăм. Ст. Чек. Пуçтаракан, собиратель кож, тряпья и пр. Орау. Пĕр кунтăк хăяр пуçтартăмăр (набрали). Ib. Кĕнекисене пуçтарса леçтермен-ха. Еще не собрал и не отправил книги. Чаду-к. Вăлтине пуçтарса киле карĕ. || Нищенствовать. Ала 12. Пĕр пуçтарса çӳрекен ватă арăм. N. Ку тăхăнчĕ (надел), тет те, карĕ, тет, пуçтаркалама (по миру). || Покончить (с делами), убраться. Качал. Карчăк калать: юрать, юрать (можно), акă эпĕ те каятăп ĕç пуçтарсан (когда уберусь), тит. || Прибрать. Собр. 429. Ташла пĕлмен урине çатан çумне пуçтарас, пупле пĕлмен чĕлхине вĕри шӳрпе сыптарас. || Свертывать. Скотолеч. 23. Лаша тăватă урине те хырăм айнелле пуçтарса тăрать. || Спрятать. Б. Хирлепы. Хутне пуçтарса илчĕ (спрятал), тет те, сулахай енчи çулпа карĕ, тет. СТИК. Çак атта кĕлете пӳлмене пуçтарса хурас (надо спрятать в амбар). || Спровадить, убрать. N. Ку япалана ыранччен ăçта-та-пулсан пуçтарса хурас пулат. Нужно эту вещь (мертвого) спровадить до завтра куда-нибудь. N. Çавăнпа ялсене, халăха çĕр париччен унтан юрăхсăр çынсене пуçтарас пулать. || Убить, прикончить. Т. VII. Куна пуçтарса хурасси хураймарăм; ĕнтĕ тепре тупса пулаймĕ-ши. Ăна вара часах аллăмран ĕçермĕттĕм. Сунт. Çул çинче эпĕ ăна пуçтаратăпах. Ск. и пред. 62. Унтан сасартăк Утяка мăйран пăвса тытать те, çапла кăшкăрать: эсĕ те унтах пултăн-и пĕрле? Халĕ çийĕнчен кулса çӳретĕн-и? Çакăнтах пуçна пуçтарса хурам! Ау 40. Унтан вара пуп пуçтарат та хурат арăмне (убивает). N. Хăш чухне сут пуличчен редактăра хăйне те пуçтарса хураççĕ: тĕрмене хупса лартаççĕ. || Уничтожать. Ст. Яха-к. Кăна эсир пăртак тăнă пулсан, тикĕн пулман пулĕччĕ ку: е хăвăра, е выльăх-чĕрлĕхсене пуçтарса хунă пулĕччĕ (прибрал бы, уничтожил бы он, т. е. чӳк. Здесь чӳк в смысле божества). Орау. Пĕр кунтăк хăяра пуçтартăмăр (съели, уплели). || Собрать (о машине). N. Вĕсене хăш япалисене ешчĕкпе, хăшне ахалех парса яраççĕ; машинăна килте пуçтарас пулать. || Снять (урожай). Юрк. † Арман умне вир акрăм (посеял), пуçтарса илме сĕлĕ мар.

пут

, пот, , подр. треску лопающейся скорлупы. N. Эпĕ матякне (яйцо) вучаха хутăм; пут! терĕ, пат! терĕ, Патĕр-ялне кĕрех кайрĕ. N. Пот! шытрĕ. || Подр. звуку падающей капли. Шорк. Шолтра томла пот-пот! томлать. || Подр. мгновенному и отрывистому движению. N. Çол çăлтăрĕ (виçĕ-туат, çăлтăр, тӳрех каят пот, пот, пот! чăсăкăн). Б. Олг. Çăмăл кайăк пот, тăрса каят анчах. См. вăрт. Шорк. Пĕр пысăк пачашка пот! сиксе тохнă (выскочил большой волдырь). || В удвоении означает: пятнами. Пшкрт. Пот-пот шорăллă, с белыми пятнами.

путене

(пудэн'э), перепел, перепелка. Менча. Ч. Кĕтӳ хусассăн, кĕтӳре тĕрĕс-тĕкел çӳреме парăсăнччĕ; çăмарта пек чăмăр, путене пек мăнтăр çӳремелле тăвăсăнччĕ. Хурамал. Çуркунне путене малтан авăтнă чух çичче çитеччен авăтсан, тырă ăнат, тет. Чертаг. Путене алтать (о птице). Нюш-к. Путене — тыр çинче: пĕтпĕлтĕк! пĕтпĕлтĕк! тесе авăтать. Путене çăмарта нумай тăвать, пур çăмартинчен те чĕп кăлармасть. Йăвине тырлă ана çине лаша ури вырнăсене (= вырăнĕсене), тата ытти лупашкана тăвать. Путене пĕр тытăнмасра миçе авăтать, пĕр урапаран çавăн чул пăтакка тыр тухать, теççĕ. Эпĕ путене 8-9 ытла авăтнине илтмен. СТИК. Тырра вырса пĕтерсен, кайранхи ана çине пĕрре касса илмелĕх хăвараççĕ, çавна: путене валли, теççĕ. N. Утă çулнă чухне путене чĕпписем час-час çава айне лекеççĕ.

путрет

подряд. Юрк. N. † Çиччĕпе путрете эпĕ кайсассăн, çичĕ вĕçлĕ çырма та тĕл пултăм. Сред. Юм. Потрет тăратать. Доставляет товар, который подрядился доставлять. Ib. Пôтрет тăвать, делает для продажи; смотрит не на твердость, а на внешнюю красоту. Альш. † Путĕр-путĕр путене, сан путретне кам пĕлмес? Ib. † Сакăр лаша кӳлтĕм, путрет ятăм Чăпаксар ятлă хулана.

пошали

(пожал'и), пожалуй (русск). Кильд. Евгений тата калать: пошали, пире хăвалаççĕ пулĕ, тавай итлес, тет. Сред. Юм. Пире, пошали, кайма лекет поль. Ib. Халь кайсан, пошали, ĕлкĕреймĕпĕр те поль. || Орау. Пушали асапланса çӳре унта, усси пулас çук. Юрк. Пушали эпĕ килĕп.

пушан

, пошан, (-ж-), опустеть; освободиться. N. † Аттен пурчĕ пусăк пӳрч, хамăр килсе толтартăмăр; эпир тухса кайсассăн, пусăк пӳрч те пушанать. (Ĕçкĕ йори). N. Пĕтĕм тĕнче пушанса юлчĕ. N. (Вăл каларĕ): ĕçĕрсенчен пушанăр. N. Уйран çортри кĕлтисем поçтарса кĕрсен, ĕçрен пошанаççĕ, авăн çапасси анчах юлать. Юрк. Çав кунсенче (в те дни) эпĕ те пушанатăп, иксĕмĕр вара ун чухне Пӳркелне хăнана кайса килме тăрăшăпăр. Ib. Çыру çырса яма пушанаймастăп (не найду времени). || Ослабнуть. Ядр. † Çăварни лаши таханлă, кайри тахан пушанчĕ, ютри варли сивĕнчĕ.

пушă

пошă (пушы̆), (пожы̆), пустой, порожний. ФТТ. Шу патне кайнă чух çын патне пушă витрепе кĕрсен, кил хуçи малалла каяймасть. Ск. и пред. 104. Тытрăм, тытрăм! Ăçта вăл? Тытрăм пушă параппан, чĕлхен кăпăк сăмаххи. Шумш. Пошша хирĕç полсан, телей полмасть, теççĕ. V. S. Пушă япала, вздор. || Праздный, противоп. непраздный. О заступл. Вăл пушă мар (она непраздная, т. е. беременная). Унăн çийĕнче пур. || Свободный. Эльбарус. Хĕл польтин хĕлле те эпир, пошă кон полсан, Пишонпа вылляма пуçлаттăмăр. Трхбл. Арманă пуши? Обдирка свободна? Юрк. Пушă вăхăт пулсан, çыру яма тăрăш. Ачач. Уй, сыпмалли çук чух, чĕлĕмне пушă тăрăтмасть Тимуш ашшĕ. НТЧ. Пушă мар халĕ. Теперь (мне) недосуг. N. Эсĕ пушă-и-ха? У тебя сейчас есть свободное время? || Слабый (напр. о кольце, неплотно сидящем на пальце и пр.). N. Ку калуш мана пушă (велики, свободны). ЧП. Кĕмĕл çĕрĕ, мерчен куç, пушă пулчĕ вăта пӳрнене. || Вхолостую (о стрельбе). Ст. Шаймурз. Ку ача пăшала пушă кăна персе ярат та, шуйтан ачисем каяççĕ çав пушă пăшал хыççăн. || Впустую, без результата, понапрасну. Альш. Манăн чĕнӳ çак пултăр, йыхрава пушă ан тăвăр. Чăв. й. пур. 6°. Ваçка старастана хăй ăсăпе: Çипирех ярăпăр, тенĕ, çапла вара вăл шухăшланни пушă пулнă. Ib. 5°. Вара вăл шухăшланни пушах юлчĕ (не исполнились его намерения). Чуратч. Ц. Унта ларсан-ларсан, эпĕ пĕр уланкă тытрăм. Ыттисем пушах, ним те тытайман. ЧП. Пушă лар, сидеть без дела. || Альш. † Ах, тетеçĕм, тетеçĕм, аллăнта аллă сум укçу пур, сума та çĕр сум укçу пур, пукане пек йăмăкна пушша ан хăвар, илсе кай.

пушкар

мочь, осиливать. СТИК. Ай-ай, тетĕшне пушкара пырат (осиливает старшего брата, молодец). Юрк. Эпĕ çӳлте, пĕлĕт çинче пурăннине пĕлсен: унта улăхма та пушкарĕ, тет, тĕлĕнсе. СПВВ. Пĕччен куна тума пушкараймăп. СТИК. Пушкарат — парăнтарат, çĕнтерет. Ib. Эпĕ ăна пушкара пыратăп (= эпĕ ăна кĕрешсе çĕнтере пыратăп). ГТТ. Эсир мана пайтах япала тума хушса янăччĕ те, эпĕ пушкараймарăм-ха вĕсене: ниепле тытăнаймарăм. Букв. Тăватă эрнере эпир вулама пушкарăпăр. Чăвашсем 22. Вăл тухатмăшсене тытма та пушкараççĕ, тет; анчах пит эмел кирлĕ, тет. Баран. 11. Паттăр кремĕл çулĕ сăртне мĕнле паттăр пушкарĕ. || Исполнить, устроить. Чăв. й. пур. 12. Эпĕ ăна пушкарăп, мана пар вунă тенкĕ укçа, пĕр икĕ эрнеренех вилĕ (отец), тенĕ. || Смекать, понимать. Шарбаш: Эсĕ мĕн çинчен каланине эпĕ пошкарса илимарăм-ха. СПВВ. НН. Пушкарат — ăнкарат тенĕ сăмах. Прикончить, убить. Тюрл. Пушкарса пăрахнă хайхине (= пуçтарнă, убил).

пушшĕ

(пушшэ̆), пуще. Юрк. Çавна кура тата пушшĕ шухăша юлтăм. N. Ăна курсан, эпĕ тата пушшĕ йĕре пуçларăм. ЧС. Аслати пушшех пит хытă авăта пуçларĕ. ЧП. Çил çук чухне те силленет, çил пулсан пушшех силленет (хурăн). Чăв. й. пур. 19. Çавăн чухне вара вăл тата пушшех хăратнă. Орау. Тата ĕлĕк маларах пушшех усал пулнă, тет. Вино-яд. Вăл усă кӳме мар, пушшех сиен тăвать. ППТ. Хăш çулне вут йăлкăшса çунат, çапах та калаççĕ: тата ун пек чух пушшех аван, теççĕ, вăйлă çулăм тата пушшех пĕтĕм ӳт-тиртен чир-чăра тасатса каят, теççĕ. N. Пичче пушшех хĕпĕртесе хавасланса сĕре пуçларĕ. N. Хайхи çынсем пушшех пĕр-пĕрин çине çиленсе çитнĕ. Кан. Пушшĕрен пушшĕ, хытăран хытă ыратма пуçларĕ.

пӳ

рост. Тайба Т. † Хĕрсем пĕве кайнă чух та, сивĕ куçпа ан пăхăр. Собр. Ӳксе пĕве кайимарăм, питĕмрен хура каймарĕ. (Сак ырати). МПП. Пӳ — çĕр пĕвĕ, рост. || Возраст. Цив. † Эпĕ çак ялтан тухас çук, пӳ çитмесĕр ан илĕр (раньше, чем приду в возраст). Сала 302°. Пӳ епле, ĕмĕр çапла килет, тет. (Послов.). || Туловище, корпус, стан. Зап. ВНО. † Павăл мана илмерĕ; пĕвĕм-çийĕм пурччĕ ман, Атăл хĕрĕнчи хумăш пек. Алешк.-Сапл. † Ман пӳ юлать çĕр айне. Шибач. Пӳ çĕклеми ĕссĕр полтăм. N. Шемшер урам — вăрăм урам, ман çамрăк пӳ шăнăçмаçт. Шишкин † Виçĕ кĕренке поканне кача порнепе çĕклерĕм; ял çинчи йăвăр ятне пĕчик пӳпе çĕклерĕм. Актай. † Пӳ курăнми хăйăр ăшне (с головою). Ib. † Илсе каяççĕ чуна, каçараймарăм пӳме. Лашм. † Куç кĕски мар — куçран пăхтарма, шур чĕнтĕр мар — пӳме виçтерме. Янтик. † Аркă çичĕ ан пĕрсессĕн, пӳне йывăр килмĕ-ши? Альш. Илтĕм симĕс кăтат, çĕлетрĕм сăкман, çаннисем те вăрăм, пӳ кĕске. Пазух. Пӳсрен те çипиркке çĕлетрĕм, çаннисем вăрăм та, пӳ кĕске. Сала 312º. † Кĕпе пӳ те памасан, кĕпе хăйи те юрать пире. || Стебель, ствол; высота, равная длине ствола дерева. Ст. Чек. Хĕвел йывăç пĕвĕ (на высоте длины дерева) анчах юлчĕ. Кĕвĕсем. Шурта шăпчăк авăтать, хăмăш пĕвĕ (стебель) янăрать. Вăрманта кукку авăтать, вĕрене пĕвĕ (ствол) янăрать. СПВВ. Х. Хĕвел йывăç пӳ пурччĕ. || Длина, расстояние. Янш.-Норв. Пирĕн ялтан кăнтăрла енче, пĕр ана пĕвĕнчен (на расстоянии длины загона) тĕне кĕмен чăвашсенĕн масарĕ пур. N. Осем пирĕнтен пĕр ана пӳ ытларах çех тăраççĕ (стоят лишь на расстоянии длины одного загона).

пӳлĕмлескер

нечто похожее иа комнату. Шурăм-п. Эпĕ кĕни те пӳлĕмлескер у, те çенĕх у.

пӳлĕн

быть загражденным, быть окруженным. Собр. Тӳрĕ (вар. тӳртен) каян пӳлĕннĕ, çавра каян савăннă. N. Пӳлĕнсе юласран хăраççĕ. || Задыхаться. Тăв. 12. Наçтук пӳлĕннĕ. Сывлăшне çăтса, хăй пуçĕнче çĕр майлă çаврăнакан сăмаха персе ячĕ. Чăвашсем 26. Ăна (рубаху): çыннăн чунĕ пӳлĕнсе ан тăтăр (чтобы не было ему тяжело), уçă çĕрте çӳретĕр, тесе, çапла хываççĕ (снимают). Ерк. 69. Кĕрешекен пӳлĕнет, пăхса тăран тăранать. СТИК. Тутлă çисе, ĕçлемесĕр пурăнса çын чыстă пӳлĕнет (становится одышливым). Хурамал. Апат çисенех хытă чупсассăн: ăша, чикен илчĕ, пӳлĕнтĕм, теççĕ. Б. Олг. Чопса кайнă чох çын пӳлĕнсе ларат, кăккăр тирекен полат (колотье). Скотолеч. 12. Нумайччен ӳсĕрсе пурăнсан, лаша ĕçленĕ чухне пӳлĕнекен пулать. СПВВ. Т. Çын пит ывăнса çитсен: пĕтĕмпех пӳлĕнтĕм, теççĕ. V. S. Пӳлĕнсе сывлаймасăр вил, задохнуться. Пулăшăр. Ăш-чик пӳлĕнсе тăрать, мĕн туса лăпланам-ши? Юрк. Пирĕн телейсĕр çамрăк чун ют çын аллипе (аллине?) пӳлĕннĕ. В. Олг. Эпĕ пӳлĕнсе лартăм, хортăм каþан порта, хай çынпа эпĕ тĕкĕлентĕм йӳççе (= йывăçа) ӳкерес тесе.

пӳлĕççи

(пӳл'э̆с'с'и), назв. второго божества (после турă). Сред. Юм. Пĕррĕ тôрăпа пулĕççи праçник кôнĕ тĕнчери çынсĕм мĕнле порăннине пăхса çӳреме тохрĕç, тет. Пырсан-пырсан, пĕр арăм кĕпе çунине кôрчĕç, тет. Пӳлĕççи: вăй патăр сана! терĕ, тет. Тôрă, пĕр сăмах та чĕнмесĕр, иртсе кайрĕ, тет. Тăта тепăртак кайсан, пĕр качча кайман хĕр: ах торă! тесе, йĕре-йĕре çĕр айне ача пытарнине корнă, тет. Торă: пит вилес пикех ан тарăх, ачам, тесе каларĕ, тет. Çав хĕртен пăртак иртсе кайсан, пӳлĕççи торра: мĕншĕн эсĕ çак аскăн хĕре çавăн пик япатса сăмах каларăн, паçăрхи ĕçлекен арăма пĕр сăмах та чĕнмерĕн? тесе каларĕ, тет. Тôрă каларĕ, тет: паçăрхи арăм мана хисеплемесĕр пăраçник кôнĕ кĕпе çăвать, кô хĕр, аскăн ĕç тунă пôлсан та, кашни сăмахра: ах торă! тесе, мана тархасласа чĕнет, çавăнпа эпĕ леш арăма сăмах та чĕнмерĕм, кô хĕре самăх каласа йăпатрăм, тесе каларĕ, тет. (Из сказки).

пӳлĕхçи

назв. божества 3 разряда. М. Васильев. (Вероятно надо: вĕлле хурт çуратакан пӳлĕхçи). В. Олг. Пӳлĕхçи — спаситель! Хурамал. Турри парать, пӳлĕхçи пӳрет. Альш. Туррăнне пӳлĕхçи пĕлмен, тет. (Послов.). Изванк. Ырă турă, ырă турă амăшĕ пӳлĕхçи: пӳлĕхçи амăшĕ — хăрпан; хăрпан амăшĕ — хăт, хăт амăшĕ — юсав, юсав амăшĕ — ырă уйăх-хĕвел, çĕршыв, юман, йăвăç — пурте çырлахăр. (Из моленья чӳклеме). Ib. Ырă хĕртсотăм, пӳлĕхçим, ыр ĕçме-çиме пар пире. Ходар. Çырлах! Çӳлти мăн турă, мăн турă амăшĕ, пӳлĕхçи, пӳлĕхçи амăшĕ, сана сам-çатса-çам (так!) илетпĕр. (Из молитвы чӳклеме). Актай. Ни торă мар, ни пӳлĕхçи мар, пуççапмасăр кĕримăн? (Авăн вучахне кĕни). N. Шыв пӳлĕхçи, çырлах, эпĕ сана патша хырçипе, çупа, çăкăрпа-тăварпа, хăмлапа çырлахтарăп. Хорачка. Пӳлĕхçи пӳрсе çырса каþă (ача çоратсассăн: ыра пӳрсе çыр, теччĕ).

пӳрт

(пӳрт, пӳрт, Пшкрт: пӧрт), изба, дом. Вута-б. Пӳрт, изба. Части избы: тӳпе, крыша; урай, пол; мачча, потолок; мачча кашти, матка или матица; ыра, паз у матки и венцов, (также и столбов); урата кашти, перевод или переводина и пр.; хăма, доска; кĕтес, угол; сак, лавка; кăмака ырати (= урати), опечек; кăмака сакки, приступок; чăлан, чулан; сентре, полка; пулат, полати; пулат кашти, полатный брус; кăмака, печка; мăйра (= мăрье), труба; кăмака чĕрçи, шесток; питлĕх, заслонка; кăмака çăварĕ, чело нечки; карниц, заплечек; турă кĕтесси, красный угол; чашăк хумалли, посудница, куда у крестьян кладут блюда, ложки, вилки, ножи и пр.; тенкел, скамейка; карниц, карниз избы; чӳрече окно; чӳрече янаххи, косяки; чӳрече янах тăрри, верхняя подушка или наокошник; потушка, нижняя подушка, подоконник; кантăк рамĕ, рама окна; кантăк хашакисем, оконные поперечины, наличник; хачмак — личинка; чӳрече хуппи, закрой; сула, иглица; петле, петли; кантăк куçĕ, стекло окна; петле çекли, крюк. ЧП. Çĕр çĕклейми пӳрт ларттартăм. Орау. Пӳртри япаласене унталла та кунталла утса салатса пĕтерчĕ (разбросал вещи по комнате). Ib. Ĕне выртнă çĕре пӳрт лартсан, пӳрт ăшă пулать, тит. Хур ларнă çĕре лартсан, сивĕ пулать, тит. Ib. Пирĕн пӳрт туса пĕтермен-ха. У нас изба еще не отделана. Ib. Пӳрт хăпартма (чтобы поставить сруб избы) мăк кирлĕ. Изамб. Т. Унтан пӳрт ăш-чиккине тасататăп. Ст. Чек. Пӳрте кĕнĕ чухне алăкпа урана хĕстерсен, хăна килет, тет. Ib. Пӳрт тăрринче çур çăкăр. (Уйăх). ЧС. Унтан вара пăртак лартăмăр ĕнтĕ, атте çĕнĕ пӳртрен кив пӳрте чупса пычĕ те, темĕнскер кăшкăрса каларĕ. Курм. Пĕр пӳрте пăсăн та, йосимăн. Регули 612. Пӳрт пирĕн аттин (ат'т'ин) виççĕ пор. Ib. 18. Пӳрт питĕрмесĕр ма кайрăн. Ib. 42. Онăн онта порăнмалли пӳрт çок. Ib. 43. Он пӳрчĕ пор та, порăнмалли мар. Ib. 1341. Эпĕр çӳресе пӳртрен пӳрте (или: пӳртех). Ib. 1526. Ĕлĕк он пӳрчĕ те çокчĕ, халь вăл лайăх порнать. Собр. Пӳрт вăти çĕрĕнче юпа ларат: çуркунне лартаççĕ, кĕркунне касаççĕ. Пир юпи). Сред. Юм. Пӳрт пуçĕнчи хăмла çырли, пиçнĕ-пиçмен суйларĕç. ЧС. Лаша кӳлсен эпĕ лашана пӳрт умне илсе пытăм (подъехал к избе). СТИК. Пӳрт маси кайнă, потерял образ; говорят, когда в избе нет никакого порядка, сорно, грязно). Юрк. Атьăр халĕ, килĕрех, килĕрех; пит лайăх хăнамăр килет иккен, атьăр пӳртелле, тесе йăтса кĕме хатĕр пулса чĕннĕ пек чĕнет. ФТТ. Тĕлĕкре çĕнĕ пӳрт лартсан, пӳрт лартаканĕн хăшĕ те пулсан вилет. N. Пӳрте камсем тапак тĕтĕмĕ тултарнă. N. Хора пӳртри пак, чĕлĕм тĕтĕмĕ кăн-кăвак тăрать (надымили табачищем). Сред. Юм. Пӳрте шыв толтарни (фокус). Фокăс кораканни: пӳрте шыв толтараймастăр, тесе таллашсан, она тола кăлараççĕ те, алăк хăлăпне вăтпа питĕ пĕçерекен тăваççĕ те: но, кĕрсе пăх ĕнтĕ шыв толнине, теççĕ; лешĕ кĕнĕ чох алăк хăлăпне тытать те, аллине хăпалантарса ярать, çав вара фокăс полать. Хурамал. Тĕлĕкре пӳрт лартсан, çын вилет, теççĕ. Эпир çур. çĕршыв. 11. Вĕсем пӳртĕн йĕри-таврах. N. Унăн пӳртĕ (не «чĕ») çинчен витнĕ улăмне сĕтĕрсе антарнă. У него стащили с избы (с крыши избы) солому. Шăна чир. сарать 7. Чир саракан микробсем чирлĕ çын выртнă пӳлĕмре те пулаççĕ: урайĕнче, пӳрт пĕренисем çинче, шăтăк-çурăксенче, сĕтел-пукан таврашĕнче. || Входит в состав назв. селений. Золотн. 264. Виçĕ-Пӳрт-Шашкар, Çичĕ-Пӳрт. N. Виçпӳрт-Шăмарш, Ĕмпӳрт-Туçа и т. д.

пăяха

(-), деверь. N. Эпĕ унăн пăяхăшĕ пулап.

пăяхам

(пы̆jаhам), старший деверь. N. Санăн пăяхаму (старший деверь) эпĕ. Изамб. Т. Пăяхам, пăяхамму, пăяхаммăш(ĕ). СТИК. Пăяхам, санăн пăяху, унăн пăяхăшĕ. Ib. Ăстан килен çав, Ваççук те (= тете)? — Вырăсла пăяхамсем патне карăм-ха (в русскую деревню). Н. Карм. Пăяхам — упăшкийĕн пиччĕшĕ. Кин калать: «пăяхам», арăмне — инке. КС. Унăн пăяхăш. Сред. Юм. Пăяхам, старший брат мужа, 2) братья свекра, 3) вообще, все односельчане старше мужа, не родственные по женской линии.

Пăва

(пы̆ва), назв. г., Буинск. Юрк. Халĕ эпĕ Пăвана хăваттир шырама каятăп. Пазух. Эсир пырăр хăнана Чĕмпĕр кĕсри тихипе, Хусан хура çунипе, Пăва майри кĕпипе, Юхма лапки тут(ă)рипе. Альш. Пукравра Пăванăн ярмăнкки пулат. || Назв. сел. Байбатырева, М. Яльчик. р. Изамб. Т.

пăк-пак

подр. нескладному говорению, заминке. СТИК. Пăк-пак турĕ те, тăп чарăнчĕ: те чĕлхи çыхăнчĕ? (Пăк-пак, выражает звук, который выходит, когда человек замнется на чём-нибудь). Орау. Вырăсла эпĕ пăк-пак перкелешетĕп (болтаю кое-как). Сред. Юм. Пĕрте çипçуллă сăмахламастăн эсĕ, тăрсан-тăрсăн пăк-пак персе яран. Ib. Пăк-пак çын. (Тăрсан — тăрсан, пĕрер вырнаçусăр сăмах килсе калакан çынна калаççĕ). См. мăк-мак, мăкă-макă.

Пăла

(пы̆ла), назв. речки, Була, в Чув. респ. Янших. Б. Изамб. Т. Мĕшĕн çынсем Пăла хĕрне чупаççĕ? Ib. Пирĕн ялăн Пăлан тепĕр аяккинче вунă теçеттинене яхăн çаран пур. Ib Эпĕ калани кӳлĕ пулсан тулĕччĕ, ахăр Пăла (Була) пулса юхат пуль (т. е. ты не слушаешь увещаний). Альш. † Кайрăм Пăла тăршшĕне, кĕтĕм вăрман ăшшине. Пазух. Вăрман хĕрри, ай, пĕрлĕхен, Пăла хĕрри хурлăхан. Байглыч. Пăлари шыв майпе хумханса тăратчĕ. Ib. Купăста сапма Пăла хĕрринчи пахчана ячĕ.

пăли-пали

кое-какой, дрянненький. С. Айб. † Пăли-пали пашалу, эпĕ çиместĕм, кирлĕ мар.

пăлхат

(-h-), мешать, мутить. СТИК. Эпĕ ун патне пытăм та, вăл стакканĕнчи чейне пăлхатса ларат (мешает чай в стакане). N. Эптри кутран пăлхатат, тет, ăракĕ хĕстерет, тет, йыт-пырши ĕнтет, тет. Н. Шинкусы. Хăй каллах пӳрте кĕрсе тӳшек-çăтарсен ăшне пăлхата пуçларĕ (шарить в них). || Волновать, бунтовать, «булгачить». СТИК. Мĕн пăлхатса çӳрет-ши тата çак! что он там мутит (вводит разлад). Ib. Мĕн çав япаласене палхатан (перемешиваешь, перебутариваешь). N. Хаярлăхĕпе вĕсене пăлхатса пĕтерĕ.

пăнчăх

(пы̆нζы̆х), задыхаться. Туперккульос 31. Пĕтĕмпех пăчах пӳртре пăнчăхнăран килет. Сред. Юм. Паян тула та тухман вит ôлă, ларать тулккĕ пӳртре пăнчăхса. СПВВ. ИФ. Пăнчăхас — пӳртрен пĕр тухмасăр ларни пулат. Акă: вăл пăнчăхса ларат, теççĕ. N. Хура пӳртсенче пăнчăхса пурăнни... каласа та пĕтерес çук. N. Тĕтĕмре пăнчăхса вилнĕ. Трахома. Лешсем хăйсем те час-часах куçсăр пăнчăхса лараççĕ. Н. Карм. Шĕшки çиленсе çитрĕ, тет те, каларĕ, тет: акă эпĕ санăн юманна хупласа илем те, вăл вара виç кун та пурнаймĕ, пăнчăхĕ. Хурамал. Ачасем пит амăшне аптратсассăн: пăнчăхманскер, теççĕ. || То же, что пăнтăх, заплесневеть. N. Пăнчăхса усалланса кайнă сывлăш. Сёт-к. Пăнчăхнă пичке, бочка, покрывшаяся внутри плесенью.

пăр

(пы̆р, пŏр), повертывать, поворачивать. Шел. П. 66. Куçне урăх енелле пăрса тăрать. Чертаг. Пăрмалли патаксам (у сохи, вставлены в подвои, патвай, их 2). Синьял. Пĕр карта сурăх, пурте пуçне пăрса выртаççĕ. (Кăмакари кукăлсем). Чем люди живы. Амăшĕ вырăнĕ çинче пĕр хĕр çине йăванса карĕ те, хăрах урине пăрса ячĕ (свернула). Орау. Яратав Йăхăначĕ ĕлĕк пăрусене, тыр çине-мĕне тухсан, яланах хӳрисене пăра-пăра яратчĕ, тет (чтобы отвадить). || Выжимать. Сёт-к. † Порçăн тоттăр — варличчĕ, халĕ эпĕ карăм та, пăрнă тоттăр полса йолчĕ. Байгул. Пăрнă тутăр, выстиранный и выжатый платок. Скотолеч. 12. Таса пире (холст) сивĕ шывпа йĕпетсе пăраççĕ. N. † Шур Атăл шывĕпе пăрса илĕпĕр (выжмем). Кратк. расск. 17. Эпĕ çав пиçнĕ çырласем шывне Фараон курки çине пăрса илтĕм. N. Вăйăран кĕрсен, кĕпесене пăрса тăкатпăр — çара шыв пулать? N. Кĕпесене хăвăрт-хăвăрт чӳкесе пăрма тытăнчĕ. Кулине юлашкинчен Марук кĕпине пăрса типĕтрĕ. || Драть (за ухо). Шорк. Асту, холхуна тытса пăрăп. Смотри, я надеру тебе уши. IЬ. Кил-ха конта, эпĕ сана холхунтан пăрса ярам. Иди-ка сюда, я надеру тебе уши. N. Хăваласан-хăваласан, ватнă ачине тытрĕ те, холхинчен питĕ хытă пăрчĕ те, ачи çохăрса ячĕ. || Разводить (пилу). N. Пăчăк шăлне пăр. || Ввертывать. Изамб. Т. Малти шăлсенчен икĕ енне пĕрер турта пăраççĕ. N. Ламппа пăрса кӳртсе лартнă. || Свивать на станке. N. Пăрнă пушă, кнут свитый на станке из кудели. || Отклонять, отворачивать, устранять, обходить. Сёт-к. Вăл хошнисене хамран пăримастăп. Я не могу отклонять от себя его приказаний. N. Вĕсем шанчăксăр çынсем, вĕсене куç умĕнчен пăрма çук (за ними нужен глаз да глаз). N. Пуянсене анчах кӳртсе пĕтерчĕç (приняли в часть при аренде леса), чухăнсене пурне те пăрса хăварчĕç. Кан. Тырăпа услам тăвать, ăна та суйлавран пăрман. || Искажать смысл. N. Çын калаçнă чух пĕр сăмах çинчен тепĕр сăмах çине пăрса кайман-и? || Уклониться от темы. N. Сăмахне урăх çĕрелле пăрса яма тăрăшаççĕ.

пăравăлкă

(-гы̆), переулок. ЧК. Ман юлташсем пăравăлкăран хăпарчĕç, эпĕ хамăр пахчана карăм.

пăрах

(пы̆рах), бросить, оставить. Коракыш. Эпĕ епле хам упăшкана пăрахах сана качча пырăп. N. Пăрахса кай ман патăмран. Оставь меня. N. Аçу-аннӳ çуртĕнчен пăрахса кайса. Янш.-Норв. Унта пырсан вĕсенĕн пĕр ачи пĕр çăмартине хăй пуç урлă виçĕ хут çавăрать-те, çав çырмана пăрахать. (Сĕрен). Микушк. Ăçта каян, кума, каласа кай? — Шыва кĕмĕл çĕрĕ пăрахмашкăн. (Это, вероятно, старинный языческий свадебный обряд. На другой день свадьбы молодая в сопровождении сестры мужа идет на речку за водой и там бросает в воду кольцо или монету божеству воды «вутăш»). В. С. Разум. КЧП. Вăйĕ пĕте пуçласан, вăл пăрахса тарнă. Ачач 188. Тимуш хăрама пăрахнă. Орау. Пăраха пачĕ, бросил (неожиданно). Букв. 1904. Ахăр хĕрт-çурт пулĕ ку, тесе, Иван шартах сикет те, хайхине пăрахах тара пуçлать. Изамб. Т. Ку сурăхне пăрах та тар. || Свалить. Якейк. Алăк хошшинех пăра пăрахса хăварнă (свалили лед). || Навалить. Çутт. 153. Хыр тымарĕсене лакăма тултаратăп та, чĕртсе яратăп, çиелтен тăпра е çерем пăрахатăп. || Положить. N. Вутă пăрахам-ха. Положу-ка дров (в печку). N. Вута пăрахса çунтар. || Класть. Якейк. Эп чĕмелсене (= çĕмелсене) прахса турăм; чĕмелсене лап прахса турăм (чĕмел пуçланă чох тват кĕлтея хреслĕрен хреслĕ хораççĕ, онтан вара çавăрса каяççĕ). || Подкинуть. Бюртли. Санăн ăна укçа пăрахмалла, теччĕ. || Стлать (напр., для беленья). N. Шуратма пăрахнă пирсем. || Прикинуться. Кильд. Аптранă енне вара ӳсĕре пăрахăрĕ, тет. || Сажать. Хорачка. Кăмакая пашалу пăрах. В. Олг. Хăяр прах (садить). N. Чăн первей паранкă пăрахаççĕ. Ачач 37. Амăшĕ ывăлне кашни ирех, çунакан кăмакана паранкă пăрахса илсе тăварланă купăстапа тăрантарать. Кан. Кам çуркунне хăмла пăрахас, чĕртес, тет, унăн кĕркунне çĕре çемçетме тăрăшмалла. IЬ. Кăçалах çур теçеттин волынь хăмли семшевăй сурт пăрахнă. Пахча çим. 3. Нумайăшĕ (картофель) суха хыççăн пăрахса пыраççĕ. || Скидывать, снимать. Юрк. Вуникĕ сурăх усрăттăм, улăм пама каймăттăм, çирен тăлăп пăрахмăттăм. N. Пĕр уйăх ĕнтĕ ураран атă пăрахман. N. Пăрах, снимать (сапог) с другого. || Сбавить (цецу), сбросить. Б. Олг. Хакне пăрахсам пĕр ластăк, ытла хытă тытса тăратăн, сотас теместĕн-и? Пасара антарса тăк, киле каллях исе каятни? || Линять, ронять перья, шерсть и пр. N. Тĕк пăрах, пуç пăрах (урпа). || Делать выкидыш. Орау. Сурăх путек пăрахнă. Изамб. Т. Лаша тиха пăрахнă, ĕне пăру пăрахнă, сурăх путек пăрахнă (выкидыш). || Испражняться. Орау. Ах, ку ача-пча! Çинă-çиманах кайса та пăрахат (испражняется)! || Перестать, бросить. Орау. Ху вулама пăрахсан, кĕнекĕне мана пар. Когда перестанешь читать, передай книгу мне. N. Çăвла хут вĕренме пăрахсан, аттесене хресьян ĕçсенче пулăшрăм. Хыр-к. Хут вĕренме пăрахсан, çулла, ачасемпе пулă тытма, рак тытма çӳреттĕмĕр. N. Çиессе пăрах, перестать есть. Панклеи. Порнаççĕ, порнаççĕ ватăрах çынсам, эсрелĕ килме пăрахнине (что перестал ходить) сисе пуçларĕç. || Прекратить, бросить. N. Мĕнле паян кооператив сутма час пăрахнă. Ку вăхăтра хупакан марччĕ-çке? тесе килнелле çаврăнса каяççĕ вара. || Перестать что-нибудь делать. КС. Хăяр пăрах, последний раз собрать огурцы. || Раздумать; отменить, отказать. ЧС. Аннесем вара: вилет пулĕ, юмăçа кайса укçа та пĕтерес мар, терĕç те, юмăçа кайма пăрахĕрĕç. N. Эп сăра тăвасса пăрахрăм. Я раздумал варить пиво. N. Вăл хăй (она) кайма пăрахрĕ. Ивановка. Çакăнтан кайран эпĕ чула алла тытма та пăрахрăм. Тим. † Ах, хăтаçăм, Микулай, пăрахма-пăрахма тытăнатчĕ, пăрахасран чунăм çук, пăрахсассăн чунăм çук. || Уступить (в цене). Н. Карм. Ну, апла пулсан, вун тенкине пăрахап, тет. N. Пăрах (пăрахса пар) тепĕр пилĕк пусна! — Юрамаçт, пăрахмасп. || Отказаться. N. Çăкăра пăрахăп, уна пăрахмăп. || В качестве вспомог. глаг. Яргуньк. Акă сана хуçа сенкĕпе чиксе пăрахма килет. N. Мана луш (зря) çинченех кăшкăрчĕ-пăрахрĕ. N. Курак çăварне карчĕ-пăрахрĕ те, татăк ашĕ тухрĕ-ӳкрĕ. N. Лаша пĕççине чарчĕ-пăрахрĕ (беспомощно). Сорм-Вар. Упа Ахматяка çыхса пăрахрĕ. N. Вăл вара мĕн туса пăрахмĕ манпа? (т. е. нагадит мне). М. Сунчел. Пӳрт алăкне уçса прахнăччĕ те, пӳрт умне çап-çутă çутатса пăрахнăччĕ. Панклеи. † Каяс марах тесеччĕ, илчĕç-пăрахрĕç, мĕн тăвас. (Салтак юрри). Альш. Улпучĕ пăруласа пăрахасран хăранă, тет. Барин боялся, как бы не отелиться. Юрк. Тӳрлетес вырăнне (вместо того, чтобы вылечить) тата хытă пăсса пăрахаççĕ (испортили). IЬ. Çуртăрисем ĕлкĕрсен, çав укçапах çуртăрисене те выртарса пăрахат. IЬ. Тытăнсан, ĕçе часах туса пăрахнă. Ст. Яха-к. Атьăр часрах кунта чӳклесе пăрахар та, вара пирĕн пата кайăпăр, теççĕ. Изванк. Пулла тухсан та, ăна пĕре çех (только) кăшкăрса пăрахаççĕ (крикнут на него). Кан. Тепĕр хут чĕтретсе пăрахрĕ. Капк. Эпĕ Улия юратса пăрахрăм. Пуç çавăрса пар-ха. N. Çан чохне ĕçсе пăрахрăм-çке (напился)! Т. II. Загадки. Шăлсан, шăлса ямалла мар; çĕклесен, çĕклесе пăрахмалла мар; вăхăт çитсен, хăех каять. (Мĕлке). ЧС. Эпир вăл анана, ир кайнă-ĕскерсем, кăнтăрлаччен сухаласа та пăрахрăмăр. N. Вĕсем малтан нумай çĕрлĕ çынсенчен темĕн чухлĕ çĕр илсе пăрахаççĕ, унтан вăл çĕре, банк урлă, сахал çĕрлĕ хресченсене пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн сутса пит нумай ытлашши укçа пуçтараççĕ.

пăрăм

(пы̆ры̆м), винтообразный предмет, имеющий форму спирали; поворот в замке, в особенности винтовом. Альш., Т.-И.-Шем. Ильм. † Пăрăм-пăрăм çăраççи, пĕр пăрăмĕ ытлашши. N. † Ах, аннеçĕм, аннеçĕм, пăрăм-пăрăм пусмăрсем, эпĕ пусас çук ун çине. Якейк. Çак (ку) сраççин пăрăм нумай-ĕç. Ку сраççия нумай пăрса уçмалла (много надо вертеть, пока не отопрется). || Соломенный жгут; свитая веревкой солома. Юрк. Улăмран пĕр пăрăм туса, çав пăрăмне вут тĕртсе çунтарса яраççĕ. || Назв. нескольких узлов закрученной основы ниток. Сред. Юм. Пир комсан кунчалаççĕ те, онта вара чăмакка-чăмакка полать, çавна пăрăм теççĕ; пĕр пăрăмра олтă-çичĕ куç полать. Шевле. Пăрăм = 3 йăлăм или куç. || Род точеной посуды, часто с такой же крышкой, напр. солоница, копилка и т. п. Трхбл. Пирĕн асатте укçине пăрăмра (в точеной копилке с крышкой) усратчĕ. См. пăр ма. || Запятая. N. Кунта пăрăмсем ытла та нумай (запятые). [Но в знач. термина пунктуации это слово не употребительно].

пăрмай

(пы̆рмаj, из пĕр + май), постоянно, все время. N. Кĕшĕ вут хутаççĕ, кĕшĕ апат пĕçереççĕ пăрмай. Чаду-к. Упи пăрмаях çывăрнă, тет, а тили пăрмаях тулта ĕçлесе çӳренĕ. N. Эпĕ килте пăрмайтарах чирлеттĕм. См. хĕнĕш.

пăртакçă

пăртакçĕ (-д-), немного; чуть-чуть, едва. Юрк. Пĕр вăхăтра эпĕ хам та пăртакçех Хусана çакланмарăм, вырăн пулсассăн, управляющий илме пулсаччĕ. IЬ. Пăртакçех салатса яман (едва не...). N. Вăл епле унта пăртакçă укçапах икĕ уйăх пурăнма пĕлнĕ.

пăсăк

(пы̆зы̆к, пŏзŏк), испорченный, сломанный. А. Турх. Ск. и пред. 80. Акă туй та çакă туй, пысăк туй та пăсăк туй. . 19. Пырсан-пырсан макăраççĕ, пăсăк саспа кулянса. || Порча, недостаток, изъян. N. Хуçалăх пăсăкĕ. О сохр. здор. Çавăнпа та чăвашсен куç пăсăкĕ ытти халăхсеннинчен нумай. С. Айб. Çемьере пăсăксăр пулмасть, теççĕ. (Послов.). Б. Олг. Ман ача пăсăка тохрĕ, йораллă полмарĕ (забраковали при наборе). || Лишний; лишне. N. Вĕсене ашшĕ-амăшĕ мĕн тунă, вăл аван; мĕн калаçнă, вăл пăсăк мар (не лишне). Календ. 1903. Çĕр сахал çĕртен çĕнĕ çĕре кайни пăсăк ĕç мар. . 1906. Пит кирлĕ эмелсене ялпа пĕрлешсе илсен те пăсăк пулмĕччĕ. Чăв. й. пур. 31°. Хытă пулни те пăсăк мар, анчах пĕлсе, хисеплĕ хытă пулма кирлĕ. N. Эпĕ унта кайни пĕртте пăсăк пулмарĕ.

пăсăл

(-з-), испортиться. АПП. † Пичче пӳрчĕ мерчен пӳрт, сăран атăсăр пăсăлас çук. || Расстроиться (в взаимоотношениях, о скрипке, о настроении). Унтан кайран пĕр-пĕринпе вăрçса пăсăлса пĕтнĕ. N. Вăл сирĕн патăрта пăртак пурăнас тĕлĕшрен эпĕ пĕре те пăсăлмастăп. || Простудиться. N. Сивĕ шыв ĕçсе пăсăлнă. Календ. 1904. Тарланă çĕртен çил çине тухсан, çулах пăсăлма пулать. || Растлиться. Орау. Пăсăлман, невинная.

пăсташ

порча (в суевер. см.). Альш. Этем кӳрши-кӳппи патне япала тухатса пырса пăрахат. Çавăн пеккине пăсташ теççĕ. Майра (русская женщина) çав пăсташа килтен кăларнăшăн 3 тенкĕ ыйтат, тет. БАБ. Пал скот. Оставшийся был очень плох. Йомзи сказали: сире тăшман пăсса, пĕтернĕ. Если вы не очиститесь от порчи, то и вам самим не сдобровать. — Нашли одного «знатока» (ăста) нищего. Прежде чем приступить к «очишению», этот «ăста» лег турра асăнса, чтобы видеть сон. Он увидал во сне белобородого старика, который указал ему через окно смоляной котел, волнующийся хлеб и шумно гуляющие стада. Этот скот, по объяснению йомзи, означал, что «пăсакан» после смерти будет мучитьсч в аду (тамăк хуранĕнче) и что скот их и хлеба будут удачны. N. Нумайĕшне пăсташ туса пăсаççĕ. Янтик. Пăсташа тухнă, так называют нравственно испорченных девушек. Ск. и пред. 20. Сирĕн усал пăсташăрта кам вăй сире паратчĕ? Сир. 176. Эпĕ сирĕн çинчен Египет мăшкăлне илтĕм (в рукоп.: пăсташне тасатрăм).

пăçлан

(пы̆с'лан), мучиться, задыхаться, околевать, издыхать, погибать. В. Олг. Эккей, пăçлантăрах, тирĕнсе кайрăм (ткнулся, запнувшись). . Аранах пăçланчĕ-ха вăл (околел). . Пăçланчĕ вăл ĕçĕ панче. ЧС. Эпĕ вăл кунне шăнсах пăçлантăм. См. пăчăлан. Пшкрт. Кайтăрай, пăçлантăрай. Пусть его идет к шуту. IЬ. Пăçланчĕ-ха, издох. N. Парнине (данное) илимен кайла: пăçланчă (пропало). Б. Олг. Пăçланман! Издохнуть бы ему! (брань). Хурамал. Пăçланманă! теççĕ çынпа вăрçнă чухне (= пĕтменĕ).

пăт-тăва

то же, что шăп тула? N. Пăт-тăва тухса тартăм эпĕ пӳрте вут хыпса илеччин.

пăтрат

(пы̆трат), мешать; мутить. N. Куркине пăтратса ларат. Мешает в стакане. Календ. 1910. Çав каткана вара 2 эрне пăтрата-пăтрата тăраççĕ. || Месить (месиво). Урмай. Утсам пăтратма тухрĕ. Вышел (он) месить лошадям. Шинер-п. Атте, атте, мĕн тăватăн тулли витресемпе, е ут пăтратăн-и? терĕм. N. Эс киле кайса лаша пăтрат-ха, эпир халех пыратпăр. Б. 13. Килте йытă пăтратма пĕлмен, ялта яшка пĕçернĕ, тет. || Болтать, вертеть. Альш. Эпĕ таки хӳрине пăтратса тăрăп. Никит. Кушак хӳрипе çăварта пăтратаççĕ. Панклеи. Питĕрмен шăтăк патне пыртăм та, кашкăр хӳрине чиксе ярнă, пăтратса тăрать, тет. Орау. Чипер калаç, мĕн чĕлхӳпе пăтратса сăмахна улăштарса калаçан (искажаешь слова). || Махать. Шел. П. 69. Аллине тăрата-тăрата пăтратса (махая рукой). N. Калпакпа пăтратат. Машет шапкой. || Рыться. N. Кам та пулин ман арчана пăтратнă (рылся). || Шевырять палкою в норе. КС. || Мешать делу. || Баламутить, поселять раздор сплетнями. КС. Мусир. † Эпĕ каяс кил-йыша çын пăтратмин — лайăхчĕ.

пăчă

(пы̆џ̌ы̆), употребляется в удвоении: пăчă-пăчă, точками, пятнами. Шибач. Пăчă-пăчă хораллă (сам белый); пăчă-пăчă хĕрлĕллĕ, с красными пятнами. N. † Эпĕ илесси хура хĕр, пăчă-пăчă шатри пур, шатрисерен пĕрер сум.

пăх

(пы̆х), смотреть (тюрк. бак.). СТИК. Эпĕ каялла çаврăнса пăх та, курах кай: хайхисем ман пата пыра параççĕ. Я оглянулся, смотрю, а они идут ко мне. Трхбл. Капан айĕнчен юс пăхать. (Манка тухни). Бур. † Умăр çутă, çийĕр хĕрлĕ, вăтанатăп куçăртан пăхмашкăн. N. Пăхма çывăх та, утма инçе, теççĕ. (Послов.). ТХКА 114. Ак ĕнтĕ, пăх ĕнтĕ. Ăçта çитсе кĕтĕмĕр (куда мы забрались)! N. Пăх-ха, пулă йăмпăлт! туса карĕ (появилась всем телом и быстро исчезла; чăмпăлт! — махнула хвостом). В. С. Разум. КЧП. Пăхарах пар, усиленно смотреть. Любопытно отметить некоторые тонкости в употреблении этого глагола с простым падежом и с послелогом в следуюших примерах: Орау. Хĕвеле хирĕç (на солнце) пăхма çук. Мĕн эс уйăх çине пăхан? Чиркӳ хĕресне пăх, хĕвеле пăх (клятва). Мĕн эс ку алтана пăхса тăран? Что ты смотришь на петуха? Мĕн эс алтан çине пăхса тăран? Мĕн эс алтан çинелле пăхса тăран? (на петуха, если петух в отдалении; спрашивающий может и ошибиться). Ку сăмавар çине ман пăхас та килмест. Мне противно смотреть на этот самовар. Хăй мĕне пăхнине те пелмеçт. Сам не знает, что рассматривает IЬ. Мана ан пăх эс, çи, çи! — Не смотри на меня, т. е. не обращай внимания, ешь. Ман çине ан пăх. Не смотри на меня (в букв. смысле). — Ма тата? Куçăхатнам? IЬ. Çырма хĕрне пырса ларнă та, шыв çине пăхса ларать. IЬ. Çăлла ан пăх, çăлла анса кайăн (в колодец). IЬ. Мĕн пăхан? — Якур пичче иртсе карĕ те, çавна пăхрăм (на него). IЬ. Лаша çине çавăрнса пăхрăм та, лаша пĕтĕмпе кӳтсе чĕтресе тăрать. IЬ. Вăл хурăн çине пăхма та хăраттăм эпĕ. IЬ. Пĕлĕт çинелле пăхрăм (на облако, на небо). IЬ. Куçне пĕр илмесĕр ун хĕрĕ çине пăхса тăрать. IЬ. Тырă çинелле пăхса тăрать (на поля хлебные). IЬ. Тырра пăхса тăрать (караулит хлеб). IЬ. Çак тырра пăхап та-ха, ай-ай турă мĕн. Вот смотрю на этот хлеб (напр., в поле). IЬ. Сăмавар пăхатним? Самовар смотрит (с целью купить). IЬ. Лаша пăхатним? — Лаша пăхатпăр (желая купить). IЬ. Сăмавара пăхатним (караулит когда начинает кипеть). Шинер-п. Пĕре эпĕ карташне тухрăм та, йăва çине пăхса тăратăп. || Проверить наличность. М. Сунчел. Пирвайхи уяв каçĕ, кĕтӳ кĕрсен, выльăхсене хăппăл-хаппăл пăхаççĕ те (посмотрят, все ли на лицо), вĕтти-шаккипе выляма чупаççĕ. || Высматривать, присматривать, выбирать. Якейк. † Çакă ялта хĕр пăхрăм. Собр. Пасартан пасара çӳресе хĕр пăхать (выбирает невесту). Сёт-к. Сакăр сар хĕр пăхакан — инке арăмпа йолакан. Сред. Юм. Хĕр пăхма кайнă. Пошел девицу выбирать. N. Пăхса хонă сар хĕрне илсе яма полмарĕ. КС. Унăн пăхса хунă хĕр пур, высмотренная. || Открывать (сундук), чтобы посмотреть или вынуть вещь. N. Арчана пăхрăм. Я ходил в сундук (т. е. открывал зачем-то сундук). || Быть обращену в ту или другую сторону. Изамб. Т. Урамăн сылтăм енче çуртсем пурте пĕр майлă, урамалла пăхса лараççĕ. || Осматривать. Коракыш. Пĕре утарта пĕр старик вĕлесем пăхса тăрать. О сохр. здор. Пăхса пĕтер, осмотреть (чирлĕ çынна). || Лечить. М. Яуши. Ăна темчул лекĕрсем те пăхнă та, çавах чĕртеймаççĕ. || Любоваться. Орау. Эп сана пит пăхсах тăмăп! Я на тебя любоваться-то не буду, т. е. не посмотрю на тебя (а сделаю, что хочу, или заеду тебе в морду). IЬ. Ăна тата пăхса ларма илним? Ĕçлетĕр! А что, разве ее (сноху) взяли для того, чтобы на нее любоваться? Пусть ее работает. || Следить; следить по книге. Орау. Пĕр ачи вулать, ыттисем пăхса пыраççĕ (следят по книге). || Наблюдать. О сохр. здор. Ун пек чирлĕ çын хыççăн килте яланах пăхса çитермелле мар (не усмотришь). || Надзирать. Юрк. Эпĕ халĕ те пулин надсмотрщик анчах пулса пурăнатăп, Чĕмпĕр уйясĕнчи эрех лавккисене пăхса çӳретĕп. Эрнере мар, уйăхне пĕр тапхăр пăхса çаврăнатăп, пĕр-ик-виç кун çӳресе. || Ухаживать. Изамб. Т. Арçынсем ул вăхăтра кулленкун выльăх пăхаççĕ. N. Выльăх-чĕрĕлĕх пур-и санăн — пăх ăна. N. Хурт илес пулатчĕ санăн, шăллу пăхса паратчĕ (брат стал бы ради тебя за ними ухаживать). Собр. † Хуртне пăхма Михали, пыльне çима Микула. N. Хăвăр пăхса ӳстермен ĕçĕм-çырли пахчисем. || Ухаживать за любимым человеком; ухаживать, угощать. ЧП. Хамăра хисеплесе килнĕ хăнасене чипер пăхса ярса пулмарĕ. N. Ху хăнусене ху пăх. Ала 83. Кунта çĕмĕрлчĕç, тет, туйне темĕн чухлĕ аван пăхса ячĕç, тет. Орау. Хăнасене пăхса ывăнтăм. Ухаживая за гостями, я устал. Пазух. Хурăнташсем хулăн та, хамăр чухăн, епле пăхассинчен те хăратăп. || Хранить. Якейк. Контан кайнă чох эп она пăхса порăнма хам кĕнекесене парса хăвартăм (оставил на хранение). Изамб. Т. Эсĕ те, арăм (Ухха!) çурта чипер пăхса усра, салатса ан пĕтер (говорит умирающий). || Оберегать. Никит. || Караулить. Хочехмат. Вăсен пĕр старик пур, вăл уя каймас, кил пăхать, анкартинче пăхать. || Заботиться. Бес. чув. Шкул пăхмаллипех пăхса тăнă, ачасене вĕрентмеллипех вĕрентсе пурăннă. ЧС. Ку ачана ĕнтĕ эсĕ аван пăхса усраса ĕмĕрне вăрăм ту. (Моленье). Кан. Кил çуртне хăйне «пăхса пурăннă» çынна парса хăварасшăн. || Опекать. Курм. Йăмăкне пăхать. Он состоит опекуном своей младшей сестры. IЬ. Ача пăхакан, опекун. Курм. Акуна аçу пăхать (опекуном твоей сестры состоит). || Управлять. N. Вăл вара пĕр аллă çула яхăн еврей халăхне пăхса тăнă. Б. Олг. Чикме пăхнă çĕр çинче, в Козмодемьянском уезде, на территории Козмодемьянского уезда. || Воспитывать, смотреть за детьми. В. Олг. Иккĕш (оба) çурма (= çывăрма) выртрĕç. Выртрĕç те, попляччĕ: перĕн ачасане кам пăхĕ-ши (кто будет воспитывать наших детей), тет. N. Карчăк ачисене пăхса ӳстере пуçларĕ, тет. Изамб. Т. Епле арăмĕ вĕсене пăхса ӳстерĕ? Юрк. Пăхнипе пăхни уйрăм. Хам пăхатăп нумайĕшне. N. Пăхмаллараххисем те пур вĕсен ачисем... || Пасти. Кан. Ăна выльăх кĕтӳ пăхаканскер тĕл пулнă. || Искать (паразитов). N. Ку ача калать, тет: эс пăх-ха ман пуçа! Патша хĕрĕ пăхать, тет, кун пуçне. || Соображать, сочетать с чем. Якейк. Апат çима эп килессе ан пăх. Ты меня не дожидайся, обедай. || Церемониться. Орау. Тăрсан-тăрсан, пит пăхса тăмĕç, туххăм хăваласа ярĕç. Посмотрят, посмотрят, да и не будут церемониться — выгонят. || Слушаться. Ау 131. Ну, ку ача амăш сăмахне пăхмас, тет, çапах пăшал илет, тет те, амăшне пăрахса ухутана каят, тет. Орау. Эпĕ ăна пăхмастăп та. Я и не обращаю внимания на него. IЬ. Вăл мана çавăрăнса та пăхмаçт. IЬ. Ăйăх килсен, кансĕрленине пăхăп. Если мне захочется спать, то разве я стану обращать внимание на шум («помеху»). Альш. Патша калат: сан сăмахна пăхса, мĕн пур çемье вилсе пĕтет, тет. В. С. Разум. КЧП. Эпĕ çавах вăлсем ятланине пăхмасăрах ăшкула каяттăмччĕ. Капк. Миккер Керукĕ пĕртте ашшĕне пăхман, каттăршнай ачи. || Светить (о солнце). Шибач. Халь хĕвел епле пăхать, хĕлле те çапла ăшă полчĕ. N. Кунĕпе хĕвел пăхрĕ. Вопр. Смоленск. Пĕлĕтлĕ кун хĕвел анас чухне йăлтăртатса пăхсан, пĕр эрне йĕпе пулать. || Иметь склонность (к чему). N. Кăшт ĕçме юратать пулсан, ăна: ĕçке пăхать, ĕç тумасть, теççĕ. || Ворожить, гадать. Магн. М. Изамб. Т. Хăшĕ-хăшĕ кĕнеке тăрăх пăхаççĕ. Иные гадают по оракулу. Альш. Юмăç пăх. IЬ. Килте кăна пăхкалани, домашнее задание или ворожба. N. Ну, килемей! Эпĕ сан патна килтĕм, укçа çине пăхса парччĕ (погадай). Болезни. Хут çине юмăç пăхассине е пăхтарассине ăша та ан тытăр, çынсене те ан пăхтарăр. || Пробовать. Чăв. й. пур. 36°. Пăхса пăхам халĕ, тенĕ те, юмăç пăхăн пек тунă. КС. Юмăçне те пăхса пăхнă (пробовал гадать) вăл, çапах та çухалнă япалине тупайман (или: юмăçне пăхса та пăхнă...). IЬ. Çав хĕре пăхса пăхăр-ха, сирĕн Ваçили валли юрамалла-и? || Пытаться, норовить. Тим. Хăйне те çын тесе хисеплеме пăхать. N. Пульăсем пуçран лекме пăхаççĕ. Пули того и гдяди попадут в голову. || Относиться. ГТТ. Хальхи çамрăк çырăва вĕренет те, вăл-ку çинчен калать те, этемме пурне те пĕр евĕрлĕ пăхма хăтланать те, вăл ватăсен кăмăлне каймасть. || В чувашизмах. Сред. Юм. Эс ним тума аптраса пăха тăран (с повышением голоса на «пăха») çанта! Ты (говорит про себя) стоишь, не зная, что делать. Алик. Икĕ хутлă çурт йăтăнса ларать, пăхма та çук! Высится страсть какой двухэтажный домище! N. Этем пăхма çук, çын вилли çта килнĕ — унта. Везде навалены трупы — видимо-невидимо. Хурамал. Салтак каланă: айта ан чарăнăр, хăвăрăнне пăхăр, тенĕ (делайте свое дело, не переставайте). N. Ку ача ашшĕне пăхнă. (Уродился в отца). N. Ку ача, ашшĕне пăхсан (если будет в отца), куштан пулмала-ха (пожалуй). Сред. Юм. Йăхне пăхсан, пит чейе полмалла. Если судить по его предкам, то и он должен быть очень ловок в делах. Изамб. Т. Амăшне пăхсан, вĕсем те хаяр пулмалла. Судя по матери и они (дочери) должны быть сердитыми. Альш. Пăхмасăр калама вĕреннĕ. Выучил наизусть. СТИК. Э, пăхса та курăнмаст-ха, тахçан çын пулĕç! Когда-то еще они (дети) вырастут. IЬ. Мункуна сăра тăвасчĕ. — Э, пăхса та курăнмаст-ха (до праздника еще долго), ĕлкĕрĕпĕр. N. Суккăр çын ĕмĕрне çын куçĕнчен пăхса пурăнат. Слепец весь свой век живет в зависимости от других. БАБ. Мĕн тума пăхан вĕт (что поделаешь, ничего не поделаешь): кĕрессе пăтпа кĕрет те, тухасса салатникпе тухат, теççĕ. Альш. Эпĕ хам чассие Хусантипе пăхса лартрăм. Я поставил свои часы по казанским. Скотолеч. 14. Пăхма лаша сывă пек. На вид лошадь кажется здоровой. Питушк. Лайăх, пăхмалли те çук! Очень хорошо. Бес. чув. 2-3. Эсĕ мĕн пăхан, Хайрулла? Акă аçуна каласа кăтартам-ха! терĕ Микулай. Что ты подсматриваешь, Хайрулла? Вот расскажу я отцу и попадет тебе. Орбаш. Тимĕрç пуçне шăратрĕ те, пулчĕ лаша, пăхма та аплах мар. N. Епле апла хăй тавра? Ху йĕрӳ тавра епле çаврăнма пăхатăн? Как ты можешь обернуться вокруг самого себя? || Употребляется в качестве вспомог. глагола. ЧС. Кĕрĕк тăхăнса кăмака çине те хăпарса выртса пăхатăп, çапах та ăшăнаймастăп. КС. Туртса пăх-ха, эп сана! Попробуй-ка покурить, тогда я тебе задам. N. Тĕрлĕ çын тĕрлĕ шухăшласа пăхать пулĕ. Юрк. Лар ĕнтĕ! пĕрер чашкă ĕçсе пăх! Присаживайся, выпей чашечку (чаю). IЬ. Хуранпа тиркине кăшт аллипе тытса пăхат (дотрагивается). IЬ. Унта-кунта пăхкалат, пĕр япалине ниçтан тупаймас; хăйпе пĕрле юнашар ларса пыраканнине: эсĕ курмарăн-а? тесе ыйтса пăхат (спрашивает). IЬ. Хăш-хăш тĕлтисем вырăнĕ-вырăнĕпе пĕр-пĕринчен пăртакçă урăхларах та тукаласа пăхаççĕ (справляют свадьбу несколько иначе). IЬ. Ваçук, пĕреххут тĕтĕрсе пăхăн-а? тет арăмĕ упăшкине. Трхбл. Эпĕ çĕвĕç патне пиншак тăхăнса пăхма кайрăм. Я ходил к портному примерять пиджак. ППТ. Луччĕ акă тата çапла тăвса пăхар-ха... Лучше попробуем сделать вот так. Орау. Тарçа, тытиччен, малтан апат çитарса пăхма хушнă (чтобы испытать его ретивость в работе). Бес. чув. 2. Мĕн эсир çав тĕрлĕ хĕнетĕр лашана, вара çав тĕрлĕ хĕнеме юрать-и? Кӳрĕр-ха, хăвăра çапла ватса пăхам (ну-ка, я вас самих попробую также поколотить)! В. С. Разум. КЧП. Вĕсем пĕрре те спектаккăль ларт а хăюланса пăхманскерсем,

пăхăн

(пы̆hы̆н), смотреть за собой. Никит. Чир вăл турăран килмест, хамăр пăхăнайманран. || Подчиняться, слушаться. Альш. † Ачасем пире пăхăнмасан, пăхăнакан эпир мар. Ст. Шаймурз. † Атте-анне хурăнташне пăхăна (вар. пăха) пĕлмесĕр сивĕтрĕм. N. Пăхăнса юлчĕ. || Поддаваться чему. N. Элекçĕсем ан пулччăр, ĕçке ан пăхăнччăр. || Поклоняться, признавать. ЧС. Эпĕ киреметсене пăхăнма пăрахни.

пăхăсăн

(-зы̆н), смотришь, а оказывается, а на самом деле, а в действительности. Юрк. Кайран янă çырăвăнта: Мускава çитсенех çыру ярăп, тесеттĕн, пăхăсăн, халĕ те пулин яраймасăр тăратăн. IЬ. Пăхăсăн, хай чуматанне ниçта та курмаççĕ. IЬ. Ку мĕскĕн нимĕн калама та ĕлкĕреймест, пăхăсăн, вăсем хушшинче пĕри хăйсенĕн кумĕ те пулнă. IЬ. Пăхăсăн, ку лаши те, леш лаши пекех, начар та вăйсăр пулнă. Бгтр. Çакăнса тăнă чух вĕренĕ татăлнă, тет те, улпут çĕре татăлса ӳкнĕ, тет. Пăхăсăн (смотришь), улпут хăйĕн çуртĕнчех, тет. N. Эпĕ çапла кĕнекесем валли çырса хăтланнине пĕле-тăра, юлташсем, тус-йышсем, пĕлекен çынсем, çав çырнă хутсене вуласа пăхма тесе илсе, пăхăсăн, халичченех пĕрне те мана калле тавăрмарĕç. N. Пăхăсăн, сутаканни мана çав хаçете çĕнĕ хаçет тесе улталаса сутса хăварчĕ.

пăшăрхан

(пы̆жы̆рhан, пŏжŏрhан), быть в подавленном состоянии; скорбеть, тосковать, печалиться, беспокоиться. См. укалан. N. Ăш-чик питĕ пăшăрханат. Сред. Юм. Çын малтан ĕçне туса, кайран: амма турăм-ши, тесе шокăшлать пôлсан, пăшăрханать, теççĕ. IЬ. Окçа нăмай ятăм (истратил) тесе, тек пăшăрханать (не спокоен). Ст. Шаймурз. Çав ача çакă тĕлĕке каланă чух асламăшĕ ватă пулин те пăшăрханса ларнă. N. † Ăшăм-чиккĕм пăшăрханат, йăвăр хуйхă кĕтет пуль. Изамб. Т. Пĕр-пĕр япалине çухатсан, çын пăшарханат (беспокоится). ЧС. Ĕлĕк/çамрăк чух эсĕ мана тăрантарса усрасшăн, ырă çын тăвасшăн нумай пăшăрханнă пулĕ. Якейк. Пĕр-пĕр çын патне орăх çын пырсан, кил хуçин онпа калаçма вăхăт çок полсан та, она (чтобы не ставить его в неловкое положение) илет, хăй пăшăрханать. Хурамал. Маншăн ан пăшăрхан (= ан кулян). Календ. 1911. Цеппелин пит хуйха кайнă, анчах халăх та унтан кая пăшăрханман. Шурăм-п. Çынсем пурте: мĕнле хĕле ирттерĕпĕр, тесе, пăшăрхана пуçлаççĕ (в виду сухого года). || Расстраиваться. Е. Орлова. Мĕшĕн пăшăрханан-ха эс? Что ты расстроился? Янтик. У хыпара илтсен, пит пăшăрханатчĕ-ха у: тем туса хăтăлас, тесе. Пшкрт. Темĕн чон пăшăрханат (озноб). КС. Темме ман чун пăшăрханать (человек видит в себе недостатки и упрекает судьбу). ЧС. Эпĕ тавăрăнсан, Митри питĕ пăшăрхана пуçларĕ, анне: ачам, вилетне мĕн, тесе чĕнчĕ те, аннене хирĕç, пĕр сăмах та чĕнеймерĕ. || Обижаться. КС. Çав пама пулнă япалусене паманшăн кĕрĕвӳ (кĕрӳвӳ) пит пăшăрханать (приличная форма для выражения недовольства).

пĕкечев

(пэ̆гэζв), то же, что пĕкече. N. Эпĕ сана пĕкечеве туртса тăнă пек, хамшăн туртăнтартăм. || В перен. знач. N. Вăйлисен пĕкечевĕсем çемçелсе кайнă, вăйсăррисем хăватлăланнă.

пĕл

(пэ̆л, пэ̆л'), знать. Якейк. Вăл вырăсла чăвашлинчен хыт(ă) пĕлет. Он знает лучше по-русски, чем по-чувашски. IЬ. Вăрланă япалая пĕлсех илч вăл (купил заведомо краденную вещь), хам та пĕлетĕп. IЬ. Вăл паян конта килет-и? Тем, пĕлмĕп (не знаю). Б. 13. Пĕлмерĕн — пĕр сăмах, пĕлтĕн — çĕр сăмах, теççĕ. (Послов.). Ала 93. Çаксене вăл хăй пĕре те пĕлмен, унăн тăван пичĕшĕ кайран ăна мĕн пулнине кала-кала кăтартнă. N. Юмăç, пĕр каласан (одним словом), нимĕн те тăва пĕлмест. Юрк. Çук, эпир пĕлместĕпĕр, урăх çынсенчен ыйтса пăхăр, теççĕ. Кĕсем тата çынна ытти çынсенчен те ыйтса пĕлеççĕ (пăхаççĕ). IЬ. Пĕлмесен, пире çыру пĕлменни кирлĕ мар. Если ты не грамотна, то нам таких не нужно. N. Лешсем пĕлми (неизвестным) ют чĕлхепе сырнă кĕнекесене вуласшăнах пулман. N. Хĕрсем кам упăшки пулассине пĕлесшĕн тăрăшаççĕ (гадают ка святках). Бур. † Мĕншĕн шавламастăр, кĕрлеместĕр? Элле хуçи ятне пĕлмесре? N. Телейне пĕл те, Мускава кай. СТИК. Эс хăвăнне пĕл, çынне пĕлсе ан çӳре, сан ĕç çук кунта! Не твое дело, не в свое дело не суйся! Сред. Юм. Пĕлмен-илтмен çын мар вит. Небольно какой-нибудь незнакомый. IЬ. Пĕлмен-илтмен çынна епле хваттер ярас ăна? Как пустить на постой незнакомого человека? N. Ăна пĕлмесĕр суйларĕç. N. Пĕл те ан пĕл, ан пĕл те пĕл. Регули 340. Эп сантан пĕлнĕ полăп. Я притворюсь, что узнал от тебя. IЬ. 94. Вăл пырассине пĕлес çок. IЬ. Пĕлнĕ çĕрте илтĕм. IЬ. 211. Пĕлнĕ çынтан илтĕм. IЬ. 212. Пĕлнĕ çĕре патăм, пĕлнĕ çын патне патăм. IЬ. 1072. Эп кона он хотинчен (хотинченех, по походке) пĕлетĕп. IЬ. 1075. Эп кона пĕр старик попленинчен (поплесе кăтартнинчен) пĕлетĕп. IЬ. 114. Тыр сотассине вăл пĕлмест. Якейк. Ятлама та пĕлес çок. Собр. Этеме этем мĕн каламĕ, ăна турă пĕлсен анчах, теççĕ. (Послов.). N. † Выляма тухман хĕрсене карчăк тесе пĕл ăна, пĕл ăна. Юрк. Атя пухăва, унта пире пуху хăй пĕлнĕ пек (по своему усмотрению) уйăрса парĕ. N. Килтисем çинчен пĕлменни тăват ойăх ăшăнче. Уже четвертый месяц как нет известий из дома. Н. Карм. Эсир пĕлекен Е. М. Петров. (Конец письма). Орау. Урăх нимĕн те çырма пĕлместĕп. Больше писать нечего. В. С. Разум. КЧП. Апла эппин, эпĕ пĕлмен те. СТИК. Ыйтса пĕленçи пек тăват. Сред. Юм. Пайтах пĕлекен çын пик пĕленçи пôлса ларать тăта... Альш. Ку таврара Сĕвене Чĕмпĕртен пуçласа Пăва патне çитиччен пĕлеççĕ пĕлекен, еплине. N. Çырăва пĕлекеннисем пĕри те хăйсен законĕ кĕнеки «корансăр» çук. Байгул. † Пирĕн атте пĕлменни! Пĕлмен çĕре хĕр пачĕ. Баран. 15. Вилессе-юласса пĕлмесĕр Литвапала çапăçрăн. N. Ӳтне исе çитеретĕп, чунне — пĕлместĕп. Ыраш 78. Халĕ пĕлет, малалла карăмăр ĕнтĕ, нимле ĕç те хăрушлă мар тин, тет. || Замечать, узнавать. Ала 30. † Çак ял çулĕ вăрăм çул: çул вăрăмне пĕлмерĕмĕр, хĕр вăрăмне пĕлтĕмĕр. N. Эпĕ онăн ăсне пĕлем. Узнаю-ка я его намерение. Орау. Эсĕ, халь кайсан, мĕн пĕлмелле, эсĕ халь пĕчĕкçеç. || Быть знакомым (с кем). N. Эпĕр пĕр-пĕрне лайăх пĕлетпĕр. Мы хорошие знакомые. || Уметь. Пшкрт. Апла касса пĕлместĕп. Никит. Кăмписĕне хĕле те çиме пĕлĕтĕмĕрчĕ. Грибы-то мы сумели бы съесть и зимою. N. † Çĕлетиччен çĕлетессĕн сунмарăм, çĕлетсен тăхна (= тăхăна) пĕлмерĕм. Çутт. 143. Мĕнле килме пĕлтĕнех? Эсĕ килессе эпĕр тахçанах кĕтсе ларатпăр. Регули 87. Ĕçе тăвасса (ĕç тума) пĕлмест вăл. Альш. † Лайăх-лайăх хĕрсене тус тусаттăм, калаçа пĕлмесĕрех сивĕтрĕм. || Мочь. ЧС. Анне турăш умĕнче выртнине курсан, сак çине ӳкрĕм те, тăрата пĕлместĕп, уласа макратăп. N. Çисе тăрана пĕлми çын, ненасытная утроба. Ал. цв. 24. Хĕр чарăна пĕлми хуйха ӳкет. || Думать, принять, предполагать, признавать, считать. N. Пирĕн ача çак çурта курнă та, хула тесе пĕлнĕ. (Такмак). Кратк. расск. 19. Египетри пуçлăх пире: çĕр сăнаса çӳрекенсем, тесе пĕлчĕ; эпир апла çынсем маррине ахаль ĕненмерĕ вăл. Юрк. Чикан майри те хăй упăшки вырăнне, юнăшпа пĕлмесĕр, хура чăваша тытса чарнине курсан, хăнчен хăй вăтанса: эпĕ сана хам упăшкам-тăр, чикан-тăр, тесе пĕлсеттĕм, тет. N. Мĕншĕн апла тесе пĕлетĕр эсир? Ст. Чек. Пуян тесе пĕлеççĕ, считают его богатым. IЬ. Эс эп унта кайнă тесе пĕлетне-ха? || Утверждать. Канаш.р. Вĕсем: сана сута панă, тесе, пĕлеççĕ. Они утверждают, что тебя отдали под суд. Синерь. Старик каларĕ, тет: эй, кин, эсĕ тĕлĕкри пурăнăçа мĕн пĕлен, пустуй, пирĕн аш çук (что ты говоришь о снах, у нас мяса нет), терĕ, тет. || Разбирать, разбираться в чем. АПП. † Кунне те, çĕрне те пĕлместĕр çичĕ юта пĕлĕш тăвасшăн. || Догадываться, соображать. Сорм-Вар. Хĕрĕм, эпĕ эсĕ каланине пĕлеймерĕм. N. Эсĕ Хусана кайнă чух ман патна (= пата) кĕрсе тухасса пĕлмен иккен. Орау. Кăшт пĕлимарăм, капларах тумалаччи кăна? N. Хăвăр пĕлсе хăвăр пурăнăр. || Понять. Тогаево. Эпир вăл мĕн каланине пĕлмерĕмĕр. Ачач 102. Мĕн пĕлен пысăккисем калаçнине, тесе чарса лартрĕ амăшĕ. Шурăм-п. По-заводски хытланатпăр çав эпир, пирĕнне пĕлеймĕн, тесе калать, тет. || Проучить. Тип-Сирма. Чĕнмесĕр пынă хăни хăй ăшĕнче: тăхта-ха, каç пулсан, эпĕ сана пĕлĕп-ха (я тебя проучу), тесе каларĕ, тет. Рак. † Чăвăш-чăвăш чĕн пушă, пĕлĕпĕр эпир ут çине; кунтан усал пулсассăн, пĕлĕпĕр эпир евчине. || Чуять; чувствовать, осязать. Якейк. Эпĕр ĕнер нимне пĕлми ĕçнĕ. Мы вчера напились до бесчувствия. Хăр. Паль. 21. Пĕрре вăл, Ваçук, пĕлмиех ĕçсе ӳсĕрĕлнĕ. Хора-к. † Çак ял вăрмань çырлаллă; çакă ялăн хĕрĕсен, çырла ăшшăнь (= тюрк. ӳчӳн, из-за) çӳресе... Çĕнтерчĕ 6. Эпĕ кăчăртатнине пĕлместĕп. Янтик. Темĕскерле ал ман, хăй çине хĕртнĕ тимĕр хурсан та пĕлмест. П. Патт. 21. Ку ним пĕлмиччен хĕпĕртесе кайнă. N. Урана та пĕлекен пултăм. Стал чувствовать, что у меня есть нога. ЧС. Эпĕ пĕр юман котне лартăм та, йĕме те пĕлместĕп, хам хытса кайнă. N. Тулта çӳренĕ чухне вăсем (дети) хырăм выçнине те пĕлмеççĕ. || Обонять. Янтик. Ну, кунта пит шăрш килет. — Çук, эп кунта ним шăрш та пĕлмесп (или: мана ним шăрш килмес-çке). IЬ. Малтан килсенех темскер шăрши пур пекчĕ сирĕн патăрта, халь, те иленнĕрен, сăмса ним те пĕлмес, те ахаль пĕлми пулчĕ. || Предвидеть. N. † Урхамахсем сĕлĕ çияççĕ, шăлĕсем шанасса пĕлмеççĕ (не знают, что набьют оскомину). || Обращать внимание. Тим.-к. Çиленнине мĕн пĕлен, что обращать внимание на то, что сердится. || Употребл. в чувашизмах. Сред. Юм. Сан çиç пôль ача, пĕлнĕ хăй ачипе, тем тăваттăм пôль эп сан ачупа. IЬ. Пĕлнĕ пĕр хăй аппăшĕпе. СПВВ. Х. Пĕле пĕлсен апла тумăттăм. Уфим. Е хăйсем курсан, мĕн тăва пĕлĕн? А что ты будешь делать, если они тебя увидят? Юрк. Пур япалисене («добро») те тиесе пĕтерсен, пӳртрисем те туй халăхĕсене валли пăтă пĕçерсе, сĕтел çине лартса, туй халăхĕсене тăраначчен çитерсе, пит хытă ĕçтерессе пĕлеççĕ (знай угощают, знай напаивают). IЬ. Сиессе кăна пĕл! Знай себе ешь! IЬ. Çук çын хăйĕн начар лашипе суха сухалат. Лаши, вăйсăрскер, сухине кăшт туртсанах, ялан чарăнасса пĕлет (только и знает, что останавливается; то и дело останавливается). IЬ. Мĕшĕн эсĕ япла-капла куллен-кун эрех ĕçсе ӳсĕр çӳретĕн? Епле пĕртте чарăна пĕлместĕн? (Как это ты не можешь бросить пить?). СТИК. Киличчен — килмес, килсен — туха пĕлмес. (Куç умĕнчен кая пĕлмерĕ). Эти фразы выражают недовольство говорящего тем, что кто-то постоянно вертится на глазах или надоедает постоянными посещениями. IЬ. Начар çын тытăнсан, ĕç пула пĕлмес. Если примется за дело плохой человек, то дело не идет на лад. N. Мĕн тăва пĕлес манн? Что мне делать? Янш.-Норв. Çавăнтан кайран çав Селуха карчăк пичче патне мар, ахаль чухне те килесси-тăвасси пулмарĕ, унччен пирĕн патăртан тухма та пĕлмесчĕ (безвыходно жила у нас). М. Шигаево. Пирĕн вăрман питĕ пысăк: кĕрсе кайсассăн, çĕтсе каймала, тохма та пĕлес çок (и не выберешься из него). N. Эс кайсан, ман ни ана çинче тăрас килмес, ни каç пула пĕлмес (ждешь, не дождешься, когда настанет вечер). N. Ку лачака пĕртте типе пĕлмерĕ. Это болото так и не высыхало? Сред. Юм. Çăмăр иртсе кая пĕлмерĕ паян. Сегодня весь день не перестает дождь. IЬ. Пукени пик пуçтарса яр сана, ху ним те тăва пĕлместĕн! Наряжай тебя, как куколку, сама ничего не умеешь делать! N. Пĕле пĕлсен, çаврака ухмахĕ эпĕ марччĕ: вĕсем хăйсем нимĕскер те пĕлмеççĕ. N. Ылттăн мерчен çĕррине хăй еркĕнне панине курсан, патша тĕлĕнет; пĕлсен, пĕлми çиленет...

пĕле-тăра

зная, помня. Календ. 1908. Çавна пĕле-тăра пирĕн пӳртри шăнасене пĕтерес пулать. КС. Пĕле-тăрах (пĕле-тăркачах) улталантăм. Юрк. Çавна пĕле-тăра, тархашшăн мана кăлăхах асаплантарса хăна ху ан çилентерттер. N. Эпĕ çапла кĕнекесем валли çырса хăтланнине, пĕле-тăра, юлташăмсем, тус-йышăмсем, пĕлекен çынсем, çав çырнă хутсене вуласа пăхма тесе илсе, пăхăсăн, халичченех пĕрне те мана калле тавăрмарĕç.

пĕлăшлĕ

находящийся в отношениях родства, знакомства. Яргуньк. Вара эпĕ хĕре киле исе таврăнтăм та, Микула пичие патăм та, вара пĕлĕшлĕ пултăмăр.

пĕлкеле

учащ. ф. от гл. пĕл. Янш.-Норв. Çавăнпа эпĕ вĕсем унта мĕн-мĕн каласа асăннине (слова моления) пурне те пĕлейместĕп; кăшт паллă сăмахсене анчах пĕлкелетĕп. ТХКА 62. Халь хам та пĕлкелетĕп тутарла, пăртак чухлатăп.

пĕлнĕ пул

знать, быть в курсе. N. Тата мана пĕлтер тĕплĕ, эпĕ пĕлнĕ пулам.

пĕлсе тăр

быть осведомленным. Юрк. Эрехне епле тӳрлететĕн, каласа парсамччĕ, эпĕ те пĕлсе тăрса хам пуçа тӳрлетем, тет. N. Ачи-пăчи начар кăмăллă пулсан, ашшĕ-амăшĕ еплине пĕлсех тăр вара.

пĕр

(пэ̆р), один. Сёт-к. Пĕр пукане хĕрĕх хут кĕпе тăхăнать. (Купăста). N. Пĕр кун каймалăх çĕр пулсан, çичĕ кунлăх çăкăр ил, тенĕ. (Послов.). Икково. Мана çак пĕр сорăха (эту одну овцу) пачĕç. КС. Пĕр çăварти çăккăра çиса пурăнтăмăр. (Так говорят о дружной жизни). Орау. Вăсам пĕр çăвартан çăккăр çиса пурăнаççĕ (живут дружно), тиççĕ. Альш. Пĕр вырăнта тăра пĕлмен çын, бойкий, непоседа. Регули 603. Пĕр сăхман поставран ĕçленине (тунине) патăм. IЬ. 916. Пĕр румккă (þумккă эреке) патăм она. Образцы. Пĕрчĕ-пĕрчĕ мерченне пĕр пус парса суйларăм: Изамб. Т. Акă тырă пулманни пĕр хĕн (одна беда), вăрман инçи тата хĕн (опять беда). В. С. Разум. КЧП. Эпĕ пĕр пашалу илсе тухрăм. Я вынес одну лепешку. Альш. † Вуникĕ хĕр, пĕр купăс (скрипка), янăра-çке пĕр сасă (в один голос). Сред. Юм. Пĕр çăварлăх çăкăр, маленький кусок хлеба. IЬ. Пĕр ала (сито, решето) алларăм тессине: пĕр аллăм алларăм, теççĕ. || Один (а не несколько). Собр. Тырă вырса пĕтерсен, ват карчăксем пур çурлана пĕр çĕре тытса, пуç урлă утаççĕ. N. † Вăрмана кайрăм — каç турăм, вуникĕ çулçа пĕр турăм. Орау. Симун вăл Куçмипе пĕр амаранни (от одной матери) вăт. Ст. Шаймурз. † Çырайĕ-ши турă, çыраймĕ-ши, пĕр минтер çине пуçа хумашкăн. N. Ку кĕллисене пĕтерсессĕн, вара пур кĕллине те пĕр çĕре тăваççĕ, вăсене вара кăвакалпа тăваççĕ. N. Пĕр кутăм, пĕр пуçăм. Я одинок (мне тужить не о чем). Сред. Юм. Пĕр пуç, пĕр кот, ниçта кайсан та никам канçĕрлемес. Одинок, куда ни пойду, никто не помешает. N. Пĕр вуннăшне парăр. Дайте мне одну десятишницу (10 руб.). Другой смысл: дайте мне рублей десять, рублей с десять. N. Ултă утăмран пĕр, на каждых пяти саженях. || Один из двух. N. Пĕр çтенаран тепĕр çтенана çитичченех хăма хунă, хăми пуçĕсем кĕмелĕх ыра тунă. || Одна вещь. Календ. 1904. Вăл пĕр пур — хамăр ĕçлеме пĕлменни, пурăнма пĕлменни – тепĕре. Это одно, а... || Один раз, разок. Альш. † Пĕр çӳле пăх, çĕре пăх: савсан пирĕн çие пăх. N. Пĕр çапăп та, пĕр ӳкерĕп. Дам раз и сразу сшибу с ног! (Угроза). N. Ача ку карчăка каланă: мĕн ĕçлен мăн акка? тет. Ку карчăк калат: апла каламан пулсан, пĕр хыпăтăм, пĕр çăтăтăм (сразу схватила бы ртом и сразу бы проглотила), тет. N. Е салам-аликĕм, асанне, темен пулсан, пĕр çăтăтăм, пĕр хыпăтăм (говорит старуха). N. Эсĕ мана авантарах хулă пар-ха, эпĕ ăна пĕр хĕртем (постегаю). N. † Атьăр, тăвансем, эпир те аллăмăра хут тытар та, хут вулар, çанталăк çуттине пĕр (разок, хоть немножко) курар. Пазух. † Шĕшкĕ вутти хутар-и, пĕр (еще разок) ăшăнса ларар-и? (Вставка; приглашает погреться: с удовольствием погреемся). Рак. † Хĕрлĕ чие ларат хĕрелсе, каçса пĕр татăттăм (разок), каçми çук. || Некий (иногда соответствует неопред. члену). Рак. Çав пӳртре пĕр чипер. (Турăш). В этой избе нечто красивое. (Икона). Собр. Пĕр япала (некая вещь) пĕтĕм япалана тиркемест, пĕр шĕвĕ япалана тиркет. (Кăвар). Урмой. Ивансем киле тавăраннă чух, пĕр хăйă çути курăнат, тет (увидали свет в избе). Изамб. Т. Пĕр вырсарникун, однажды, в воскресный день. Орау. Пур пирн пĕр ял йытти, çавна çиса ларап-ха, ĕнертенпе те киле килмер ĕнт (говорит жена о муже). IЬ. Пĕр мурĕ (один чорт, напр. жена ругает мужа) паян киле те килсе пернмерĕ ĕнт. || Выражает противоположность. Якейк. Пĕри пĕр япалая (один любит одно), тепри тепĕр япалая йоратать. || Раз (союз). Орау. Пĕр çынтан тепĕр çынна ленксен, час тупаймастăн вăл япалана, пĕр парса ярсан. N. Вилнĕ çыннăн, хăй пĕр лăпланнăскерĕн (раз он умер), асăмлăхĕ те лăплантăр. N. Пĕр килнĕ чухне курса тухас. Раз пришел, так уж кстати надо зайти и повидаться. Юрк. Санăн ĕçме кирлĕ марччĕ, пăрахас пулатчĕ. Ачу-пăчусем нумай, арăму пур, пĕр шухăшласан (если серьезно обдумать), манăн ăсăмпа пулсан, эсĕ кăлăхах эçетĕн. N. Пĕр вĕреннĕ япала хăй енеллех туртать. К чему (раз) привык, к тому и тянет. Кильд. Эпир час килес çук пĕр кайсассăн. Раз пойдешь, так придешь нескоро. Значенне чув. «пĕр» с русск. «раз» одинаковое. Мусир. † Çинçе çырма, юхăм шыв, сиксе каçса пулмарĕ, пĕр турă-ях çырнинчен иртсе кайса пулмарĕ. (Здесь возможно двоякое толкование: или «пĕр» песенная вставка, или же оно употреблено в смысле «раз»). Орау. Лашана пĕр куçран çухатсан (если уж потеряешь), тупаймастăн вара унта. АПП. † Çӳренĕ пĕр чухне (пока гуляешь) юрласа çӳре. || Случайно. Шурăм-п. Пĕр ăçтан та пулин укçа тупсассăн, ана ĕçсе пĕтермесĕр лăпланмаççĕ. | Целый. Орау. Ман кумпек (= кун пек) юрăсем пĕр тетрать. У меня этаких песен целая тетрадь. IЬ. Сĕт нуммай, пĕр чӳлмек. Пĕр чӳлмек сĕт исе килчĕ. Икĕ чӳлмек сĕт (целых две крынки молока) исе килчĕ. Сёт-к. † Ĕлĕкхи тантăш çор çона, эпĕр хамăр пĕр çона. (Çăварни юрри). СТИК. Пĕр арпус пуçтарса хутăм-ха. Съел один арбуз (в др. гов. — «съел целый арбуз»). N. Пĕр ĕмĕр порнчĕ. Пробыл где-нибудь очень долго, хотя обещал скоро вернуться. N. Çак пĕр уйăх хушшинче ерçӳсĕр пулса нимпе те писме (= çыру) çыраймарăм. Çутт. 81. Ниçта пусма вырăн çукчĕ. Ура пĕр шит (на целую четверть) путатчĕ. || Единый. Т. V. 29. || Единодушный, согласный. Ст. Ганьк. † Ик килĕнтеш пĕр пусан, кил илемне çав кӳрет. (Пĕр пусан = килĕшӳлĕ, вăрçмасăр пурăнсан). || Один только, единственный (каких больше нет), самый первейший. Юрк. Хăйсем ялĕнче пĕр пуян пулса пурăннă (единственный, первейший богач). N. Тата калаççĕ: пĕр ĕнее те каснана илеççĕ, тесе. N. Тата хăшĕ-хăшĕ чăпăркка-туясем илчĕç те, суха-пуçне тавăрса пĕр аçапа амаран пĕрех хĕр çуралнă хĕре тыттарчĕç. N. Тата пĕр ывăлсана хуса карĕç. Орау. Пĕр ывăл ачаш пулать вăл. Собр. † Плуштух кленчи халь аллăмра, савнă пĕр тăванăм умăмра. Ст. Шаймурз. † Ĕнтĕ пĕр тăванăмсем, пĕр чунăмсем, сирĕнпеле пĕрле пурăннине ĕмĕр манмăп тенĕ çĕрсем пур. Алших. Пĕр пуçран икĕ пуçлă тăвас, терĕ, икĕ куçран тăватă куç тăвас, терĕ (вздумал жениться). N. † Ялта пĕр (первейшая) хĕр пулăттăм, ăратнерен тухмăттăм (все время была бы в кругу своих родных). Сред. Юм. Уçса пăхать, тет, виççĕ-мĕш пӳлĕмне — ларать, тет, тĕнчере пĕр илемлĕ хĕр сăнчăрта. Ск. и пред. 13. Унăн ашшĕ Уланки ял пуçĕ те, пĕр пуян, паттăрăн пек кĕлетки çӳренĕ, тет, пĕр капан (как целый стог). N. † Сар кăшăллă витре — пĕр витре (первейшее ведро): кĕтейĕ-ши пире пĕр хитре? N. Алăксене тапрăм — уçăлчĕ, шыв çинчи пĕр (количество) чечек (единственный, или же песенная вставка) çутăлчĕ. Кан. Пĕчĕкçĕ пĕр кантăксене пăрахса, алăк пек пысăк кантăксем касаççĕ. Перестали делать в избах по одному оконцу, начали вырубать большие окна, величиною с дверь. Шарбаш. Ай, пичи Михали, пĕр арăмпе мухтанать! (хвалится одной женой, кроме которой у него ничего нет; по другому толкованию — постоянно хвалится). N. Пĕр ывăла (единственного сына) та илмелле (в солдаты). Рак. И эпирччĕ, эпирччĕ, эпир вуниккĕн пĕр хĕрччĕ; пĕр хăма çине пухăнтăмăр, çутăличчен салантăмăр. (Çăлтăр. Одни объясняют: «нас было двенадцать, и все мы были девицы»; другие понимают в смысле: «нас было двенадцать, и все мы составляли созвездие». Послед. толкование сомн.). Ала 95°. Пĕр кăшкар-ути çисен те (хотя питался лишь одним щавелем)... || Единственно (только). Сред. Юм. Ыттисем — ывăлсĕм, хĕр пĕр эп çиç. Остальные все братья, и одна лишь я — сестра. Ала 95°. Хирте вара вăл пĕр пăрçа çикелесе вăхăтне иртеркелесе анчах çӳренĕ. Альш. Кĕвĕсене каланă чух, сăмахĕсене кашни çĕрех пĕр пĕлнисене калаççĕ: хăшĕ аса килет, хăшне вăхăтне кура калама меллĕ, çавна. || В этом смысле иногда соединяется с наречием анчах. Истор. Вырăссем тутарсенчен пĕр парнесем парса анчах хăтăлайман, тата вĕсене çуллен куланай тӳлесе тăмалла пулнă. ППТ. Атьăр часрах! Вĕçсе кайăттăм та пĕр анчах (так!), çунат çук! || Один и тот же. Собр. Çулла та пĕр, хĕлле те пĕр. (Чăрăш). Артюшк. Эпир унпа пĕр ваконта карăмăр (килтĕмĕр). Баран. 192. Шухăшсем пурийĕн те пĕре килнĕ. || То (—то). N. Хăй хăранипе пĕр малалла, пĕр каялла пăхкаласа пырат, тет. Микушк. Пĕр пуççапат, пĕр тăрат. (Тараса). N. Вĕсем çак тĕлĕнмелле ĕçрен пĕр хăраса, пĕр савăнса çав çĕре иккĕшĕ пĕрле ирттернĕ: N. † Шурă хĕлĕхрен вĕрен яваççĕ: ĕнтĕ пĕр яваççĕ, пĕр сӳтеççĕ. Сборн. по мед. Вăл чир ерри-еррипе арасланать: пĕр йывăрланса, пĕр çăмăлланса темиçе çула пырать. Ёрдово. † Пиçнĕ çырла сăнăм пор: пĕр хоралать-и, пĕр шоралать-и, той илемне çав кӳрет. || Приблизительно. N. Пĕр вунулт-вунçич çулхи хĕрачесем, арçын ачасем... Юрк. Мĕн пурĕ пĕр аллă кĕнеке ытла. N. Ăна уншăн пĕр çирĕм пилĕк çăмарта параççĕ. Ст. Айб. Тата пĕр çĕр тенкĕ пар-ха тырă илме. N. Хăйсене пĕр вунăшар е çирĕмшер пус парсан, тин чармаççĕ. N. Вĕсем каллех çапла пĕрер вунăшар е çирĕмшер пус илсен, часах салтса параççĕ (веревку). О сохр. здор. Пĕр виç кун хушши, в течение трех дней. || Настоящий. N. Çуртра пĕр арçын анчах, вăл та пулин хулара тарçăра пурăнать. Çиме çитменни пĕр инкек. || Одинаковый; одинаково. N. Çынпа çын пĕр мар. Ст. Шаймурз. Манăн пӳрт пур, унăн кĕтессисем пĕр мар. (Вăл пулĕ алă пурнисем). Ст. Айб. Ĕмĕр пĕр килмест, теççĕ. Жизнь течет не гладко. (Послов.). Образцы. Ай-хай уйăх та пĕр, хĕвел те пĕр, вĕсен çутти мĕншĕн тĕрлĕ-ши? IЬ. Тăван эсĕ те пĕр, эпĕ те пĕр (мы с тобой одинаковы), пирĕн телей мĕншĕн тĕрлĕ-ши? IЬ. Улăм ури улт ура, улттăшĕ те пĕр ура (одинаковые). IЬ. Икĕшин сасси пĕр килет. Оба (журавль и журавлиха) кричат враз. Кама 52. Пуринчен те пĕр илме май килмест, мĕншĕн тесен пурин те пурлăхĕ пĕр пек мар. N. Саншăн пур çын та пĕрех. Для тебя все люди одинаковы. N. Кам чунĕ сан чунпа пĕр килет. || Каждый. N. Илтекенĕ пĕр ырăлатчĕ мана, кураканĕ пĕр мухтатчĕ. Юрк. Ăна курнă пĕр çын: ун пек ачасем пурăнмаççĕ, теççĕ. Ст. Чек. Кама хисеп (счёт) çитнине пĕр çапаççĕ. СВТ. Пĕчĕк ачасем, хулĕсене касман пулсан, шатра чирĕпе чирлесессĕн, чирлени пĕр (каждый, кто) вилеççĕ. IЬ. Хулне кассассăн кайран ачанăн кĕпине кунне пĕр (ежедневно) улăштарма кирлĕ. Альш. † Калаçнă пĕр сăмахсем вырăнлă пулсан, шет (может быть) калаçса пулмĕ-ши сăмах-сене? Бур. Ай-хай, тăванăмсем, пĕр чунăмсем, сирĕн пĕр сăмахăрсем (каждое ваше слово) пин ылттăн. Истор. Мĕн куçа курăнакан çынна пĕр чиксе пăрахнă. Туй. Хĕрĕ (невеста) те кама хирĕç пулать, кураканне пĕр асăнса йĕрет. Кого ни увидит, того и называет по имени и плачет. || Всё. N. Лаша пĕртте çăтмас, янине пĕр (все влитое) юхтарса кăларать (лекарство). || В одинаковом количестве. Эпир. çур. çĕршыв 23. Арçынпа хĕрарăм пирĕн вулăсра пĕр йышлах (в равном количестве). || Постоянно. N. Çап-çутă хĕвел пăхать: ăшă парса савăнса, йăл-йăл кулса пĕр тăрать. Ст. Шаймурз. † Çак тăвансемпе пĕр тăрсан, сисмĕп эп ĕмĕр иртнине. || Никакой. N. Санăн патшалăхунта пĕр сылăм та, пĕр çăмăр та çумĕ. Ашшĕ-амăшĕ. Кил-çурта пăхса тăма пĕр вăй та çук ĕнтĕ (совсем нет сил). Никит. Выльăхсем валли пĕр апат та (никакого корма) юлмарĕ (в засуху). || В отрицат. оборотах: ничего не ..., вовсе не ..., совершенно не... N. Урапа çинчен тепле аннă, хам пĕр (ничего) пĕлместĕп, тет. N. Асран пĕр кайми хĕрсем. N. Пĕр йор та çок. N. Авă саранча, шăрчăк, хăш-хăш çул тырра пĕр хăвармиччен çисе ярать. СТИК. Пĕр сасă-чĕвĕсĕрех епле каян унта. Как пойдешь без зову (на свадьбу). N. † Пĕр çук çĕртен (без всякого основания) çын çисен, çав çунтарать чĕрене. N. † Пичен йăмăк полаччен, хăрăк тонката полас мĕн, пĕр чĕнмесĕр (молча, без звука) ларас мĕн. (Хĕр йĕрри). Пахча çим. 3. Унта пĕр çил çуккипе хĕвелпе пахча çимĕçĕ пĕтсе ларать (погибают). Юрк. Леш, çывăрса лараканскер, ку мĕн каланине илтмесĕр, пĕр чĕнмесĕр çывăрса ларат. Толст. Çапла йытă пĕр нимĕнсĕрех тăрса юлчĕ (осталась ни с чем), тет. ХЛБ. Анчах ĕçе пит тĕплĕ, пĕр васкамасăр (нисколько не торопясь) тăвас пулать. Дик. леб. 34. Унăн сăнĕ, ĕлĕк илемлĕскер, халĕ хуп-хура, пĕр илемсĕр. Кильд. † Пĕр (ни разу) анмăтăм эпĕ шыв хĕрне, юрататăп шывăн сассине. Баран. 122. Пĕр кирлĕ мар чух, когда нет никакой надобности. || Какой-то. Ск. и пред. 46. Çурса пĕтернĕ кĕпи вырăнне пĕр хураскерне тăхăнса та янă. Якейк., Хора-к. † Пирн Йăванĕ туракĕ ял ятне те каламаþ, хĕр ятне те каламар, вырăс ялĕ поль тесе, маþа хĕрĕ поль тесе, пĕр хораскер-лотраскер, çак ял хăтне ярнăскер, пирн ял хăтне кӳрес çок. Орау. Пĕр тутаþ (т. е. тутарĕ) тем хăтланать унта, пăх-ха. IЬ. Пĕр мурĕ кунта епретсе хăварнă (испражнился жидким). || Какой-нибудь. Орау. Пĕр усалĕ çаклатса туртин (турδиын')!.. А вдруг, если какой-нибудь негодяй зацепит и отдернет задвижку!.. N. Килте пĕр япалине пăхсан та савăнмалли çук. || Во-первых. Ашшĕ-амăшĕ. Пĕр, вăл ĕнер, вырăнсăр сăмахсем калаçнăшăн, ӳкĕннĕ, ытларах тата Лисахвине вăл (он) хĕрĕнкĕ чухне чĕрене çемçетмелле сăмахсем каламаншĕн çиленнĕ. || С одной стороны. Изамб. Т. Çитменни пĕр хуплат, тата кин: ĕçлеместĕн, тесе, пĕр вăрçат. || Иногда употребл. в смысле «замечательно». Орау. || Иногда является как бы вставкой и не переводится. П. Пинерь. † Вăрман хĕрри каюлă, пĕр ярса утсем транас çук. Кильд. † Пĕр çавăрса илсе пĕр юрлăтăм. Н. Карм. † Кăçалхи пĕр ута, ай, çуласси; çулассинчен питĕрех пухасси. Çак тăвансене пĕр курасси; курассинчен питĕрех уйрăласси. Шибач. † Лаши пĕр йортать, поçне пĕр утать, вăрăм пĕр çолне çитесшĕн. N. † Ах, аннеçĕм, анне, пĕр çуратрăн, ӳстертĕн, пама вырăн тупмарăн. Турх. Ăшра мĕн пуррине каласассăн, пĕр хурланнă чунăм пĕр ĕсĕклĕ (будет всхлипывать). АПП. Ямшăксенĕн пуши — вăрăм пушă, пĕр çавăрса çапасси час пулмасть. Баран. 54. Çитнĕ ялта пĕр Тарас çавăн пек пумилкке туса хăварнă. IЬ. 130. Хăш та хăш чул ытла та нумай пулать; пĕр хăйсенченех тусем, сăртсем пулса тăраççĕ. Абыз. † Килях та пĕр, ывлăм, темерĕ (дуб). N. † Вуник пĕр юман пĕр кутра, турачсемĕр хăй майлă, çулчисемĕр çил майлă. Сунчел. † Кашăк аврисене сăрлама вуниккĕ пĕр мăскал сăр кирлĕ. N. Кĕмĕлтен çĕрĕ хывтартăм, вуникĕ пĕр кĕмĕл укçаран. Образцы 59. Курки аврисене сăр сарлама вуникĕ пĕр тĕслĕ сăр кирлĕ (12 разных красок). N. † Хурăн пĕр айĕнче ик сулă: пĕри ылттăн, пĕри кĕмĕл. Альш. Хамăр пуçа шухăшсем ӳксессĕн, авăнтăмăр хура çĕлен пек, хуçăлтăмăр çĕмĕрт пĕр туя пек. IЬ. Аврăлă куркан аври ылттăн, çавра пĕр куркан тĕпĕ ылттăн. (Здесь можно понять и в см. «единственный»). N. Вуникĕ чĕкеç пĕр кашта (заняли весь шест), юрласа пĕр юрри пĕтмерĕ. Пазух. Сĕтелĕрсем çинчи сĕтел çитти, утмăл та пĕр çитмĕл те, ай, çӳçи пур. Шел. 7. Ылттăнăм та çук ман, кĕмĕлĕм çук, пĕр Мускавран килнĕ те мулăм çук. (Можно понять и в смысле: «ни одного»). Юрк. † Эпир çак тăвансемпе пĕрле пусан, калаçса пĕр сăмахăмсем пĕтме-çке. Альш. † Сатраях та çырла пиçет-çке, тĕрлĕрен пĕр курăкпа варшăнса. Собр. † Ларсам, ларсам, тиеççĕ. Хăш-пĕр енчен ларам-ши? (Здесь можно понимать и как «хăш-хăш», который). || Альш. Пĕр шӳтле вăл (одна комедия), хĕри-пăраç ĕçки. || Выражает любовное отношение. С. Тим. † Икĕ пӳртçĕм, пĕр пӳртçĕм, йĕри-тавра тĕкмеçĕм. Тайба-Т. † Ĕнтĕ хирте тăман çăвать-ĕçке, ял хушшисем те пĕр епле-ши? Янтик. Çаранăн та пуçĕ çырлалăх, çырлалăх, лартăр пĕр Питрав çитиччен: Ачач 110. Килте пĕр аннене каласа парап ĕнтĕ, тесе малтанах шутласа хурать. || Вплоть до. N. † Мамăк минтер, тĕк тӳшек: пĕччен ан вырт, иккĕн вырт. Пĕрех пĕччен (в одиночку) выртсассăн, пĕр вилеччен ӳкĕнĕн.

пĕрех

(пĕр + усилит. част. ех), один только. Вĕлле хурчĕ. 11. Пĕр çулхине çапла ман пахчара улма йывăççи чечеки тăкăнсан, пĕрех кунта, хам сисеччен, тăватă вĕллери хуртсене вĕлерсе пылне çаратса кайрĕç. Чт. по пчел. Хăш чухне эпĕ пĕрех кунта пилĕк сехет те ĕçлетĕп. N. Хăшĕ тепĕр чухне пĕрех каçра çич-сакăр тенкĕ ĕçсе яраççĕ, усси пуçа ыраттарнинчен урăх нимĕн те çук. Альш. Пуп ачана мĕнле ят хунă, çав юранă. Çавăнпа чăвашăн пĕрех килте пĕр ятлă çын темиçе. N. † Ах, тантăшçăм, тетĕп, пĕрех чунçăм. М. Васильев. Эп мĕн порĕ те онта пĕрех кайса корнă, и то пĕчиккĕ чох анчах. N. Утасра (назв. местности) пĕрех çын вили выртат. || Одно и то же, одинаково, все равно. СЧЧ. Капла чӳк тунипе чӳк туманни пĕрех, луччĕ вуç чӳк тăвас мар, терĕçĕ. Дик. леб. Кĕнеке çине пăхса та, пăхмасăр та пĕрех вуланă. Кан. Пирĕн ялăнпа пĕрех, нумай пусăллă уйсем туса хăвараççĕ. || Постоянно. Çĕнтĕрчĕ 14. Манпала пĕрех аван пулсан, сире кĕрпе-çăнăх мĕн чухлĕ кирлĕ, çавăн чухлĕ парăттăм. || Почти. N. Халĕ эпĕр сирĕн Павĕлпеле пĕрле курса пуплетпĕр кашни конпа пĕрех. Кан. Пур çĕртепе пĕрех шыв тăрать. Ачач 11. Çапах та, йăвăç пахчисем кашни килĕнпе пĕрех. Шурăм-п. Амăшĕ увăн патĕнчен уйăрăлманпа пĕрех. Изамб. Т. Кантăра шывран кăларсан ĕç вара пĕтнĕпе пĕрех. Юрк. † Çак киле те килтĕм, мĕн куртăм? Пĕрех хам çĕклейми чыс куртăм. || Вдруг, неожиданно, сразу. Собр. Хай вупăр (ведьма) кушак пулчĕ, тет те, куçран пĕрех çухалчĕ, тет. Качал. Ку ăна апла калакансене пĕрех хăрах хултан тытса утать, тит. Янбулат. Ачийĕ (парень) пĕрех пачĕ ричакпа, карчăк анраса карĕ. IЬ. Эсĕ вара пĕрех çап она (чтобы убить его). Якейк. Илле кăçкăрса килнĕ чох пирн Элексантăр пĕрех хыçала таратчĕ кăмака çинче (прятался назад на печке).

пĕрех-хут

«один только раз» (выражает окончательное решение или согласие; переводится и оборотами: за одно уж, все равно уж, хоть бы уж, в конце концов). N. Энчен айăплăх пулсан, мĕншĕн капла пăшăрханатăп-ха пĕрех-хут? КС. Кай эппин пĕрех-хут, тек антрататăн. N. Ку вăрмана ан каям-им паян пĕрех-хут. Не ехать что ли уж сегодня мне в лес? (Когда есть другое не менее важное дело). IЬ. Çырса парам-им пĕрех-хут (написать что ли уж), тек анратать (все еще надоедает с просьбой). N. Хĕртес пулать ăна пĕрех-хут, уйăрлас-уйăрласах. Отлупить его надо, уж все равно! Ала 10°. Тавай кĕçĕрех кăйса пăхам кун патне пĕрех-хут, тенĕ, тет. Юрк. Эпĕ, хăличчен аван кĕпесем тăхăнманскер, пĕрех-хут тăхăнмасăрах юлам, тесе, хай вĕр-çĕнĕ кĕпине çук хакпах сутса ярат. IЬ. Атя пĕрех-хут киле кай. Орау. Атя пĕрех-хут киле каяр. N. Кайса кил пĕрех-хут. Уж все равно,сходи! Кайса килем пĕрех-хут. Уж все равно, схожу! Ачач 67. Ара, мĕн пĕлетпĕр эпир пӳртре ларса? терĕ Тимуш амăшĕ. Пĕрех-хут арçынĕ те çавăн пеккисене пĕлсе çӳремест. Ĕçме анчах маçтăр. N. Пĕрех-хут ларса çи эппин. N. Эппин пĕрех-хут ĕнтĕ тата Ивана та илсе кайăр. Ачач 5. Ах, мĕншĕн тухрăм пĕрех-хут! Толст. Э-э-эх! пĕрех-хут вилĕмĕ килинччĕ. Бес. чув. 11. Вĕсене çын шел мар! Пĕрех-хут хăйсеннисене вĕлермесенччĕ, хăйсеннисене те епле вĕлереççĕ. N. Хур тунине (оскорбление) мĕшĕн чăтас мар пĕрех-хут сирĕн? Хăвăн çухалсан та, мĕншĕн чăтас мар ăна пĕрех-хут. Çĕнтерчĕ 8. Пĕрех-хут пахчана та çĕрулми хамăр лартаймастпăр. N. Ан йĕр, ачам, пĕрех-хут илсе кайăп. N. Пĕрех-хут, ачам, эсĕ киле юлăн-и?

пĕринчен

(-џ̌эн'), однажды. N. Пĕринчен çапла, эпĕ вырăн çинче (на койке) выртнă чухне, госпитале тухтăр пырса кĕчĕ. См. пĕрĕччен.

пĕри-пĕтĕм

исключительно. N. Эпĕ сире харпăр хăй хуйхине пăрахса, пĕри-пĕтĕм халăх хуйхишĕн тăрăшма ӳкĕтлетĕп тенĕ вăл.

пăри то пĕри

каждый из них. Иванова. Вара вĕсем пĕри те пĕри: айта чупар çавăнта, тесе, кăшкăра пуçларĕç. Актай. Шăлăмсем çавна курсан, пĕри те пĕри: эпĕ илетĕп, тесе чупма тытăнчĕç.

пĕрĕмĕрч

то же, что пĕр ĕмĕрччен? На некоторое время. Ст. Чек. Пĕрĕмĕрч апла пултăр та, эпĕ кайăп-и ун патне!

пĕртен-пĕр

единственный. Кан. Ку пĕртен-пĕр çитĕнӳ пулса тăрать чăваш ĕçхалăхĕшĕн. Рукоп. календ. Прокоп. Килте пĕртен-пĕр ĕçлекен вилсен, салтакри тавăрăнать. Орау. Вăл вăлсен пĕртен-пĕр ывăлĕ (один сын у отца), ăна мĕн пурĕ пур те юлать. Якейк. Пĕртен-пĕр хĕрне токмак тытса çинă. N. Эпĕ аттемĕн пĕртен-пĕр хĕрĕ. N. Эсĕ пĕртен-пĕрех пулăн, санăн ăру ни ӳсĕнмĕ, ни сахалланмĕ (сказал отец Тупаху, основателю д. Тубах, б. Цив. у.).

пĕр тĕрлĕ

по-одному. N. Пĕр çынах пĕр сăмаха пĕрре пĕр тĕрлĕ, тепринче тепĕр тĕрлĕ çырать. || Одинаковый; один и тот же. Виçĕ пус. 7, Çĕрти пĕр тĕрлĕ çимĕçсем пĕтнĕ çемĕн пĕтсе пыраççĕ. Баран. 108. Пĕр вырăнах ялан пĕр тĕрлĕ тырă акма юрамасть. N. Пĕр тĕрлĕ çĕре çул çӳрекен çын вĕсене ăс парса хаварчĕ. || Особенный. N. Эпĕ пĕр çырлана татса илнĕ чухне пĕр тĕрлĕ çĕлен (особенную змею) куртăм. || Ровно. N. Чипер, пĕр тĕрлĕ пурăннă çĕртен. || Известным образом, до известной степени. СПВВ.

пĕрелĕх

пĕреллĕх, на один раз, на первый раз. Абыз. Çапах та эпĕ пĕрелĕхе каçаратăп сана, тенĕ. Сёт-к. Пĕреллĕхе пырĕ уш. На один раз сойдет уж, ничего не поделаешь. Сёт-к. Юрĕ пĕреллĕхе (для одного раза годен). В. Олг. Пĕрелĕхе йорĕ-çке.

пĕрре

один. N. Пĕрре çитет. Скоро час. N. Эсир пурте пĕрре çинчен (об одном) калаçăр, сирĕн хушăрта уйăрăмми ан пултăр. N. Çĕр хĕсĕкки — пĕрре, кашни çул тырă-пулă пулманнит — иккĕ, тата е çумăр, е пăр тырра-пулла ватса каясси — виççĕ. || Один раз, однажды. Скотолеч. 14. Пĕрре имлесех тӳрленмесен, тата парас пулать. Толст. Пирĕн пĕрре вилмелле, капла хăраса асапланса пурăниччен, атьăр шыва кайса вилер, терĕç, тет. (Сказка). Барон. 99. Пĕрре (раз) кайнă çула вăл (лошадь) манмасть. Ачач 102. Курасчĕ пĕрре хамăрăн вĕрентекене. Епле çӳрет-ши вăл? Чĕр. чун. яп. й-к. пур. 15. Çăварне лекнĕ чĕрĕ чуна пĕрре çыртса ватса тăкать. IЬ. 12. Темиçе çул хушшинче тĕнчере пĕрре пусмаллăх вырăн та пушă юлас çук. Çĕнтерчĕ 15. Пĕрре юратам, терĕм. Ск. и пред. 55. Унпа нихăçан пĕрре ятлаçман. ТММ. Пĕрре кассах йывăç ӳкмест. (Тавар килĕшнĕ чух калаççĕ). О сохр. здор. 59. Талăкра çиес апата пирĕн пĕрре çиме ларсах çисе ямалла-и? Чеб. Эпĕ пĕррех петĕм те патакпа, автана пуçĕнчен лексе, автан йăванчĕ карĕ. Ялав. Унта эпĕ пĕр йывăç çине улăхрăм та, пĕррех сикрĕм мăйăр йывăççи çине. Шорк. Эпĕ ун патне пытăм та, пĕррех пĕрĕхрĕм. СТИК. Ах, турран килтĕрех ĕнтĕ пĕрре. Çĕр çăттăрах ĕнтĕ пĕрре. Мур тыттăрах ĕнтĕ пĕрре. || То (-то). N. Пĕрре каяп, тет, пĕрре каймастăп, тет, тепре каллях каяп, тет. Скотолеч. 7. Пĕрре выртать, тепĕре тăрать.

пĕрремĕш

первый, первейший. Богдашк. Эпĕ хам та çав ялта пĕрремĕш ăслă çын, çавăнпа та çав мана услам пулчĕ, тесе калать, тет. СТИК. Вăл пĕрремĕшĕнчех ывăнчĕ те, малалла ăçтан йăттăр. (Пĕр-пĕр çын тавлашса пĕр пăтлă кир муклашкине алăпа пилĕк хут çĕклемелле пултăр, вăл пĕрре çĕкленĕ те ывăннă, ăна вара çапла калаççĕ).

пĕртик

(-д-), то же, что пăртак. Тюрл. Эпĕ, пĕртик тумланкаласан, пӳрте кĕрсе кайрăм. М. Карач. Пĕртик вĕренсен, хут вĕрентекен каларĕ пире, вĕренекенсене.

пĕртин

песенная вставка. Самар. † Чупрăм, пĕртин, антăм эпĕ çырмана. См. пĕрти.

пĕртте

(пэ̆рттэ), совсем; совершенно. Альш. Пĕртте инçе мар. Совсем недалеко. N. Ана çине килнĕренпе пĕртте канман. О сохр. здор. Çӳлĕ пуçелĕк ачасене пĕрттех юрамасть. Баран. 113. Хăйăрлă çĕр шыва пĕрттех тытмасть — сăхать. Ивановка. Шкула çӳре пуçласан, эпĕ вырăс ачисенчен пĕртте уйăрлмастăмчĕ.

пĕршĕн

(пӧ̌ржӧ̌н'), прижаться, сжаться. Чем люди живы. Вара эпĕ: çил ан тивтĕр, тесе, чавсавай хыçне пĕршĕнтĕм. N. Шкул чӳречи умĕнчи хурăн турачĕсем çинче выçă кăсиясем пĕршĕнсе (тĕрĕнсе) лараççĕ. N. Шăннипе пурте пĕршĕнсе тăраççĕ. От холода все сжались. || Удрать, убежать. Орау. Тавай хĕнес, хĕнес, текелерĕç те, лешсем туххăм тухса пĕршĕнчĕç (те быстро смылись).

пĕсĕн

сжиматься; встреч. в сложении н самостоятельно. Конст. чăв. Кунта сире, хăвăр пурăнса курна (на месте, где вы обжились) çĕршывра, калаçма аван, эсир никамран та хăрамастăр та, шикленместĕр те, эпĕ калаçасса та хĕсĕнсе-пĕсĕнсе анчах калаçатăп. N. Малтанах çак, шкула нумайлăха пурăнма пыракан ачасем çапла, выçăлă-тутăлă тенĕ пек, хĕсĕнсе-пĕсĕнсе кăна пурăнатчĕç (жили очень экономно, лишая себя во всем).

пĕсехелĕ

пĕсехеллĕ, с зобом, с грудью. N. Эпĕ ĕнер хĕрлĕ пĕсехелĕ кайăк куртăм. || Янорс. и др. Ерлеке (рл'эг'э) пĕсехеллĕ, с несходящимся воротом.

пĕт

(пэ̆т), кончиться, закончиться. Шел. 108. Каласа пĕтет-и халĕ, пичче? Регули 1224. Ку эрне пĕтнĕ çĕре килет. Приедет к концу этой недели. Кан. Сăра савăчĕ октябĕр уйăхĕ пĕтнĕ çĕрелле ĕçлеме те пуçлать. Юрк. Ирхи çилпелен, каçхи сулхăнпалан тунă-пĕтнĕ çĕршыва çитесчĕ. N. Чернушка пĕтес çĕрте пĕр арман пĕви пур. || Приходить к концу N. Ĕçме-çиме пĕтсе килет ĕнтĕ. Изамб. Т. Ыраш çиме пĕтсен, эпĕ Илчене ыраш кайса шырама хушрăм. N. † Улăхрăм çӳлĕ ту çине, çапрăм-салатрăм чăн мерчен, пуçтартăм-пуçтартăм-пĕтмерĕ, çип çине тиртĕм — çитмерĕ. || Выходить, выйти в расход. Альш. Ара хай ватă шуйттан пĕççи пĕтнĕ-и мĕн сирĕн (разве уже вся вышла)? Якейк. Сакă яла килмесĕр сана валли хĕр пĕтни? Торай-к. † И, вупкăн кĕрӳшĕ, çак таранччен килмесен, сана вали хĕр пĕтри. Икково. † Манран савни сивĕнчĕ, сар ача пĕтнĕн тойăнчĕ. (Гов. девица). Чураль-к. Кăмака çинчи сарă çыв (= çăв) ирлимас-çке, пĕтимас-çке хамăр ялти сар варлийĕ мансăр пурнăç пурнимас-çке. || Высохнуть. N. Ĕç çинче Герасимовкă çыннисем пуссисенче шыв пĕтех пуçларĕ. || Очищаться. О сохр. здор. Тирĕнчен (шкура) чир кайран та час пĕтмест. IЬ. Кирек мĕнле ерекен чир те тумтир çумăнчен пĕтет вара. || Исчезнуть из вида, пропасть. N. Çаксем ачасене курсан, тăруках пĕтсе ларчĕç (исчезли из вида, пропали), тет. || Орау. Темскер сасă пĕтрĕ-ха. Кан. Анчах ярт-ярт вăййи пĕтмеллипех пĕтрĕ, тесе, кулянмалли çук. Ишек. Вара вăл çыннăн пӳрчĕ ахалех пĕтнĕ вара. || Погибнуть. Кан. Ку ача-пăчапа пĕтес пулать, тырă вырма та чарать. Баран. 47. Тата кăшт тăнă пулсан, пĕтнĕччĕ ĕнтĕ (я погиб бы). N. Палуми пĕтрĕ. Яблоки (цвет) погибли. N. Тĕнче, мĕншĕн пĕтми пек мăн кăмăллă тăратăн? Истор. Çывăхри халăх, Дон патĕнче вăрçнă чух, пит пĕтнĕ те, çавăнпа çывăхран пуçтарма туман. Альш. Эй, пĕтнĕ чун, çаплах вăрçасшăн. Шăна чир. сар. 22. Нумай хуласенче шăнасем пĕтĕмпех пĕтни те пур. Юрк. Ăна (лошадь): пĕттĕр, тесе, арăмĕ пĕр эрне çитермесĕр, ĕçтермесĕр тăнă. IЬ. Çӳллĕ çĕртен ӳкнĕскер çавăнтах пĕтет. N. Пĕтесскер, пĕтменскер, брань. N. Пĕтеттĕмĕр тăванăм! Мы чуть не погибли. Ст. Чек. Пĕтмест мĕнкĕ те. Не погибнет во век. || Разориться. Коракыш. Пĕр ялта арман пур, вăл арман хуçи чĕнсе (прося милостыню) çӳрет. Вăл арманне пĕвелесе пĕтнĕ (разорился). N. Анчах хресченсем çакна-ăна илмесĕр хăйсене хăйсем пĕтсе пурăнаççĕ. || Износиться. N. Чăн хăмаçран кĕпе çĕлетрĕм, арки-çанни, пĕтмес, мĕн тăвас? Изамб. Т. Ачасен çăпатисем пĕтнĕ-ха, акă пушăт илмелле. || Прийти в негодность. N. † Илтĕм скрипка аллăма, скрипка аври пĕтнĕ мĕн. Регули 746. Ку çĕçĕ пĕтнĕ. || Изводиться. Ст. Айб. † Шыв хĕрринче çӳçе ӳсет-çке, ун айĕнче çырла та, ай, пиçет-çке; ан йĕрсем-е, тантăш, ан пĕтсем-е, пиртен лайăх тата, ай, ӳсет-çке. || В качестве вспомог. глагола. Собр. Ман халăх ăçта кайса пĕтнĕ (куда делся)? Альш. Ахаль те ку енчи çынсем калаçма юратарах параççĕ, çынна курсан, тĕл пулсан, ыйтса, тĕпчесе пĕтеççĕ. П. N. Вĕсем çул çинче асапланса пĕтнĕ (измучились). Баран. 179. Кăмăлне килсех пĕтмен. Ему не совсем нравилась. N. Кĕтӳ хире саланса пĕтнĕ. Çăнăх урайне саланса пĕтнĕ. Çăнăх пĕтĕм урай талккăшĕпе саланса пĕтнĕ. ТХКА 123. Тăвăл хуçнă йăвăçла урлă-пирлĕ тăсăлса ӳксе пĕтнĕ урайне. N. Çук, май мар пире кунта, ку çын та манăн кăмăла кайсах пĕтмест. Собр. Çав арçури вара вăрмантах кăшкăрса пĕтнĕ, тет. КАХ. Пӳртре пурте çывăрса пĕтсен, çав хĕрт-сурт кăмака çинчен анат, тет. N. Кунта тăхăнса килнĕ тумтирĕмсем çĕтĕлсе, татăлса пĕтрĕç, тумтирсĕр темĕн чухлĕ шăнса пĕтеттĕм (мерзла), е шăрăхпа пиçсе пĕтеттĕм. ЧС. Старик апла каласанах, ачасем пурте кайса пĕтрĕç. Ск. и пред. 9. Тырă выраççĕ юрласа, пĕтрĕ карчăк ывăнса. Шурăм-п. Çынсем ирех кайса пĕтнĕ. М. Васильев. Пĕртак тăрсан, çăмăр çумасăрах çанталăк уяртса каять, вĕсен та ани сохаласа пĕтет. ППТ. Çапла вара мĕн тăвассисене пурне те туса хытланса пĕтеççĕ те (кончают. Сĕрен). IЬ. Хăш çулне шалт чараймаççĕ: выльăхсем пăркаланса пĕтеççĕ. М. Сунч. Çула мĕне кайсан, улма йăтса пыракан çынсенчен иртсе пĕтмелле марччĕ. N. Унтан, пурте çăвăнса пĕтсен, хываççĕ. Ал. цв. 5. Нихçан лашапа та, çуран та витĕр тухса пĕтмелле мар, хура вăрман тăрăх пĕр çаврăнса пăхмасăр пырать. ЧС. Тем тĕрлĕ асса пĕтрĕр пулĕ çав унта (вы там, чай, всячески озорничали, изозорничались), унта асма пĕрте юрамас вĕт: часах лăп-лап çакăнат. Артюшк. Ăна юр çинче йăвалантарнă та, вăл пĕтĕмпех юрланса пĕтнĕ. Шăна чир. сар. 7. Вĕсем çулласенче, шăрăх вăхăтра, этем пурăнакан таврашра вуншар-çĕршер пинĕн вĕçсе çӳреççĕ, пур çĕре те ларса пĕтеççĕ, нăйлатса çӳреççĕ. Истор. Темĕн чухлĕ çын пĕр айăпсăр йĕрсе, макăрса пĕтнĕ. N. Тутарсемпе юнашар пурăнаканнисем тутарсенĕн сăмахсене йышăнса пĕтнĕ. Альш. Пӳрчĕ туса пĕтнĕ-пĕтменех кивелчĕ. Шурăм-п. Халăх питех нумай таварсем кутне выртса пĕтнĕ.

пĕтер

(пэ̆дэр), кончить. N. Çыру пĕтернĕ чух, тĕп кĕнекесем çине: хресченсем çĕр илеççĕ, тесе, çырман. || Прикончить, прихлопнуть, прекратить. Якейк. Вăсам ку ĕçе хопласшăн, пĕтересшĕн. Они хотят потушить дело. N. Эпĕр пурнакан Микула хуçа та начарлана пуçлаþ, ясмăк яшкисем анчах çитарат, ĕçне пĕтерме те шутлат кăçалхи çул. Кан. Аслă сут ачине Шаравтинăв патĕнче усрамалла тăвать. Арăмĕ вилнĕ пирки ĕнепеле кĕлет шырассине пĕтерсе лартать (прекращает). || Истреблять, уничтожать. Ивановка. Халĕ ĕнтĕ вăрмансене пĕтерчĕç, тыр та пулакан пулчĕ. || Погубить. Н. Байгул. Пĕтертĕн эсĕ ман пуçа. Погубил ты меня. N. Вĕсем пире пĕтермесĕр каймаççĕ. || Изругать. КАЯ. Кĕсем тата аттене каласа кăтартсан, атте пĕтерет ĕнтĕ (отец со мною, не знаю, что сделает). ЧС. Аçу пасартан таврăнсан, умма татнăшăн пĕтерет. || Износить. Юрк. † Урам чипер пулсассăн, йĕс таканлă атă тăхăнăтăм; хĕрсем лайăх пулсассăн, хранчус тутăрма пĕтерĕтĕм. Якейк. † Çийăм толли сар кĕрĕк, çия тăхăнса пĕтермесĕр, сар хĕрсенчен уйăрлас марч. N. † Çуна лайăх тиейса, çынтан иртсе чупас мар, çуна тупанне пĕтерес мар. || Издержать, употребить. N. Пылчăкĕсене çуса вунă кĕрепенке супăн пĕтернĕ. || Промотать. Юрк. Чул çурта парсан, вăл ăна та пурĕ-пĕр пĕтерет. || Вылечить. N. Иванпа Якур шатрине пĕтереймерĕм (т. е. не могла вылечить сыпь). || Издеваться, надсмехаться. N. Сайра кăна çыннăн пысăкрах куç пулать те, ăна та пулин ыттисем: лаша куç, тесе, пĕтереç. || N. † Ир те куртăм эп сана, каç та куртăм эп сана, килессу çук эс мана. Мĕшĕн сăмах пĕтертĕн? N. Аппаçăмах çавă пур, çичĕ ютăн ачипе тахçанах сăмах пĕтернĕ. N. Тата савăт хуçисем пĕр канаш пулса хăйсем хунă хакран йӳне сутмалла мар канаш пĕтереççĕ. || Вышить, сшить. N. † Шорă тотăр пĕтертĕм, пăрасни кон çыхас пек. Пазух. Улача кĕпе, йĕтĕн çуха, ан пĕтерсем лутшах, тăхăнаймăп. Бугуль. Французский тутăр (вĕç) пĕтернĕ чух пуçра симĕс тутăр пулминччĕ. Альш. Ватă карчăксем çутăлтарса яраççĕ (форсят в нарядах) çĕнĕ илемлĕ пĕтернĕ сурпансем, илемлĕ пĕтернĕ кĕпесем. IЬ. † Улача чаршав çӳçине шав укапа пĕтернĕ, шурă чаршав çӳçине шурă пурçăнпа пĕтернĕ. Бур. † Шурă шупăр аркине шурă пурçăнпа пĕтернĕ, кăвак шупăр аркине кăвак пурçăнпа пĕтернĕ. N. † Улача кĕпе кам тăхăнмĕ, аркине хăмаçпа пĕтерсен. С. Тим. † Шур тăваткăл тутăр пĕтертĕм, кĕçĕн çăварни кун çыхас пек. Н. Карм. † Ăлăхрăм çӳлĕ ту çине, лартăм шурă чул çине, пурçăн сарă пĕтерме; пурçăн сарă пĕтет пуль, пуçăм сая каять пуль. Якейк. Пыçаххи пĕтерес тени пыçаххи вĕçне çӳçе ярас тени полать. IЬ. Пиртен кĕпе касаççĕ, ĕçлеççĕ, пĕтерсе тăхăнаççĕ. Сред. Юм. Кĕпе пĕтерет-ха ô. Узорчатую рубашку шьет. IЬ. Сорпан пĕтерсе çыхрăм. Сготовил убор и завязал им голову. IЬ. Тотăр-сорпан пĕтерет, припасает вещи, нужные замужним (головной убор). НАК. Кăмăлча илсессĕн кайран, хĕрин ашшĕсем хĕрне валли япаласем пĕтерме таварсем илсе параççĕ. Хĕр вара, япаласем илсе парсассăн, хĕр çумăçсене пухать те, мĕн пур пĕтермелли япалисене пурне те пĕтерттерет. || В качестве вспомог. гл. Изванк. Микул карчăкĕ тата темиçе пинĕ тĕслĕ каласа пĕтерчĕ те, анчах эпĕ унăн сăмахĕсене пĕтĕмпех астуса çитерейместĕп. IЬ. Пĕр çулне пирĕн патра çĕр виçрĕç те, пĕтĕм ял çĕр тавраш туса пĕтерчĕç [все пересовершали (посовершали) «сĕр тавраш»]. М. Сунч. Тата турăш умне тем чухлĕ çурта çутса пĕтернĕччĕ (при изгнании мора). IЬ. Киле ан кĕтĕр тесе (т. е. мур), хапхасене тикĕтпе сĕрсе пĕтеретчĕç. Сёт-к. Утсам панчи ачасань, çурса (= çывăрса) кайсан, орисене салтаç те, çăпата кантрисене тĕвĕллесе пĕтереç вара. Орау. Туса пĕтерсен (савине, по миновании надобности), вуласа пĕтерсен (кĕнекине) кӳрсе пар. Ал. цв. 9. Вăл тумланса çăвăнса пĕтерет те, çак тĕлĕнмелле çĕнĕ ĕçрен ĕнтĕ тĕлĕнмест те. В. С. Разум. КЧП. Ана çинчи çулнă пăрçама уйĕпех çил вĕçтерсе пĕтерчĕ. Кан. Ачана пĕчĕк чухне тем тĕрлĕ кипкесемпе чĕркесе, çыхса пĕтермелле мар. IЬ. Чăвашла кино картин куртăм та, татах курас килсе пĕтерет. Альш. Тутар килне-йышне ырласа пĕтереймес (всячески хвалит татарскую семью): чăваш тутара тус тăвать, хăнана çӳрет. Аттик. Вĕсем тата нумай каласа пĕтереççĕ те, эпĕ анчах вĕсем пек тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлейместĕп. Истор. Хăйне пĕр-пĕр усал ан туччăр, тесе, вĕсене малтан икĕ вут хушшинчен кăларнă, унтан хăйсенĕн кĕлеткисене пуççаптарнă, чĕркуççи çине лартса пĕтернĕ. N. Çапах эпĕ вĕсем каланине малтан пит ĕненсех пĕтермерĕм. N. Çак çурт тавра йывăçсем лартса пĕтерĕр.

пĕтменскер

брань. N. Ах, пĕтменскер, ку хама пĕтерсе хучĕ-çке, куна эпĕ вăрман варринче чухнех мĕн тума тытăнмарăм пулать-ха (т. е. не убил, а надо бы ведь убить).

пĕчченçĕм

(-з'э̆м), я один. Н. Лебеж. † Эсир юлатăр ушкăнпа, эпĕ каятăп пĕчченçĕм. СТИК. Эп унта пĕчченçĕм мĕн тăвам? N. Мана кунта пĕченçĕме скучно.

пьянчуха

(-џ̌уhа), пьяница. N. Эпĕ — пьянчуха, мĕн панă, ăна ĕçеп. N. Ну-ка, пьянчуха, тесе калат, тет, пьянчуха веç сăрине ĕçсе пĕтерчĕ, тет.

прамми

процецт (от русск. премия). Чет. пути. Пĕр икĕ çĕр тенкĕ памăн-ши, эпĕ сана расписка парăттăм, ултă тенкĕ праммине парăттăм, тет.

прахăç

(-hы̆с'), отброс. || Лишний, негодный, заброшенный. Çĕнтерчĕ 57. Атте пула эпĕ çак çĕнĕ пурăнăçра çын пултăм.

прашшук

порошок. N. Эпĕ пуçпа аптрарăм та, пульнитсана кайрăм. Унта мана пуç ыратнăран прашшук парса ячĕç (дали порошок от головной боли).

прехмай

постоянно, все время. Латыш. Навусне ачи мĕннипех шăпăр шăтăкне тăкать, хăй прехмай хуллен мăкăртатать. М. Карач. Эпĕ те унăн патне кайсассăн, прехмаях калаçайчĕ манпалан. См. пĕрехмай.

распуй

разбой, караул. Изамб. Т. Эпĕ часрах распуй кăçкăрса стараста, сутник патне кайрăм.

расхут

расхот, расход. Кан. Пулать тăк пултăр лаша, çинĕ-ĕçнĕ расхутне сапласа хуçалăха та тупăш патăр. ТХКА 5. Çĕпĕре кайса çӳрени, расхут кăларни харам пулчĕ. N. Эпĕ сана питĕ нумай расхот кăларттартăм. N. Эпĕ сĕре нумай расхот кăлармарăм.

ратпă

рад бы. N. Ратпă туртас марччĕ, тапакпа çех пăртак кăмăл çавăрнат. N. Ратпă эпĕ унта кайма, анчах вăхăт çукки пĕтерет.

рашлаттар

бить. Орау. Эпĕ çывăрса выртаттăм, Мĕкĕрчĕк Йăван пычĕ те, таккулăхах тӳйипе рашлаттарать те рашлаттарать. Хăне пĕре петĕм те пуçран, йăвансах карĕ, вилнĕ (дрянь).

ричак

(риζ'ак, КС: ρиџ̌ак), рычаг. К. Кушки. N. Ричак — йăвăр япала тыткалакан йăвăç патак. Ст. Шаймурз. Хăй хайăракан ричак. Ст. Ахперд. Ц. Пăрахнă чухне атте ричакпа тытрĕ, эпĕ алпа тытрăм. Янгильд. Карчăк часрах тухрĕ те, ричакпа кашкăра хăвалама пуçларĕ.

рушча

роща. Мыслец. N. † Илтĕм те пуртăма эпĕ аллăма, карăм рушчана эпĕ çӳреме.

а

(а), coniunctio adversativa Russica, soloecismi genus: sed, interdum etiam continuandae orationi apta, ut autem, aut contradictioni, союз а. Шорк. Эпĕ она вăрмана вотă патне кайма хошрăм, а вăл пасарă тохса карĕ. Я велел ему ехать в лес, за дровами, а он пошел на базар. || Ой-к. А çак çĕлен Аван патшапа пĕр тăван пулнă. А этот змей был родной брат царя Авана. || Ib. Ярасси яратăп та, ху килте пĕлменнине хăвалла мана. — А мĕн çĕр хут каласси пур ăна? эпĕ сана тахçанах пĕрре каланă вĕт, — терĕ, тет, старик. Я дам тебе дорогу, если ты подаришь мне у себя дома то, о чем ты не зваешь. — Зачем же повторять это сто раз? — сказал старик, — ведь я уже говорил тебе однажды об этом раньше.

ай

(aj), pars inferior; inferiora, ima, низ, нижняя часть. Альш. Чашкă айĕ тарласан, йĕпе пулать, тет. Если чашка снизу запотеет, то будет мокро. Самар. Хура вăрман айĕ такăр пулсан хăтăлаймĕ тилĕ, пур пулсан. Когда в большом лесу станет гладко, лисице, если она будет там, не уйти целой. Альш. Айĕ те тӳшек, çийĕ те тӳшек. (Хăнтăла). И снизу перина и сверху перина. (Загадка о клопе). Сохр. зд. Вăл е айĕ йĕперен, е пăх-шăкпа лапăртаннăран... макăрать пулĕ. Может быть, он плачет оттого, что под ним мокро, или оттого, что он испачкался в испражнениях. || In casibus obliquis interdum adverb, loco usurpatur. В косвен. пад. иногда употребляется в значенин наречия. Ст. Айб. Ая юрать, ая кĕмест. (Пукан). Смысл этой загадки о стуле темен. Альш. Ăна ачасене ая шăнăран параççĕ. Его дают детям, чтобы они не мочились под себя. Сред. Олг. Ая янă. 1. От страха испустил мочу. 2. Страшно перепугался. Ун кăмăлне ялан ая туса пырсассăн... Если все время подавлять его стремления... Якей. Ая туса пăрахатьчĕ. (Меня) чуть не занесло (снегом) [или: чуть не придавило (чем-либо)]. Собр. Кушака çĕнсе шăрши айне пулнă, теççĕ. Одолел кошку, но был побежден мышью. (Послов). Орау. Хăш çын айран каланине сисимаçть. Иные не понимают намекок. Орау. Çил улăма айăн-çийĕн вĕçтерчĕ. Ветер перебуторил солому. Альш. Пĕри, шыва кĕрсе кайса, шыва айăн-çийĕн çавăрĕ. Одна из них (кобыл) войдет в воду и взболтыхает ее до самого дна. || Saepissime postpositionis vim habefc, eandem ac praepp. sub, subter, quo sensu plerumque cum particulis possessivis coniungitur. Часто служит послелогом, при чем соединяется с притяж. суфф. Ман айăма (ман ая), ман айăмра (ман айра), ман айăмран (ман айран); пирĕн айăмăра (пирĕн ая), пирĕн айăмăрта (пирĕн айра), пирĕн айăмăртан (пирĕн айран); сан айна (сан ая), сан айăнта (сан айра), сан айăнтан (сан айран); сирĕн айăра (сирĕн ая), сирĕн айăрта (сирĕн айра), сирĕн айăртан (сирĕн айран), ун (он) айне, ун айĕнче, ун айĕнчен; вĕсен айне (вăлсам айне), вĕсен айĕнче (вăлсам айĕнче), вĕсен айĕнчен (вăлсам айĕнчен), ун айĕпе, вĕсен айĕпе. V. Матер., 214, Синт., 148 — 211, 292 — 348, 348 — 378. КС. Ман айăма шыв юхса кĕрет. Под меня течет вода. Ib. Сирĕн айăрта ман тӳшек выртать. Под вами лежит моя перина. Ib. Çирĕн айăртан çак сăхмана илсе тăхăнам-ха эпĕ. Ну-ка, я возьму из под вас этот кафтан и надену его. Ст. Чек. Пирĕн айăмăра кĕççĕ сарчĕç. Под нас подостлали войлок. Ib. Чаппан айăмăрта выртат. Чапан лежит под нами. Ib. Шăши пирĕн айăмăртан тухса карĕ. Мышь выбежала из-под нас. Ib. Кĕнекене минтер айне хутăм. Я положал книгу под подушку. Морг. Ырă çын, тархасшĕн хоп мана лорăк айне! Пожалуйста, покрой меня, добрый человек, лукошком! Тай.-Т. Шыв çисе пыннине çĕр ишĕлсе аннă та, юпи вара шыв айнĕ пулнă. Когда берег от размывания водою обрушился, то столб очутился под водою. Ст. Яхак. Ун чухне унта пĕчĕк ачасем çунашкапа ярăнмалли те çук, çиччас, çуна айне туса, вĕлерсе пăрахĕç. В то время маленькие дети и не могут кататься на салазках, так как легко могут быть раздавлены на смерть санями. Букв. 1886. Ĕне айне лармасăрах ĕмĕр ирттермелле турă çырнă пулĕ, терĕç. Они решили, что, должно быть, им суждено прожить без коровьего молока. Сред. Юм. Сăмахран пõлсан, эп çын айпе йõлаканни мар вара. Словами меня не забьешь. Тай. Çакă ялăн ачисе сăмах айне турăмăр. Своими речами мы заткнули рот парням этой деревни. || Альш. Вăрманпа Ескӳл хутлăхĕнче çаранлăх: хамăр ял айĕнчех пирĕн, унтан лерелле Хирти Кушкăсен, Мертлĕсен. Между лесом и озером Ескӳл луга: под самой нашей деревней — наши, а дальше — принадлежащие Полевым Кошкам и Мертлям. Пĕр хĕр кăкăр таран çĕр айĕнче тăрать. Девушка стоит по грудь в земле. Ход. во св. Çĕнĕрен тухакан кĕнекесене пурне те пĕрер те пулин илсе яланах ал айĕнче тытас пулать. Надо приобретать все новые книги, хотя бы по экземпляру, и всегда иметь их под рукою. Лашм. Пирĕн пата хăнана (= хăнана) пыр. Ыттах тĕлне пĕлмесен, Тури касра, кĕтесре, — Тури касра, кĕтесре, улма сачĕ айĕнче. Приходи к нам в гости. Если не знаешь сам, то мы живем вот где: на Верхней улице, на углу, под яблоновым садом. Якей. Чуть йор айне полаттăмччĕ. Меня едва не занесло снегом. СТИК. Çын айне пулса пурăнакан çын, человек, который находится в вечном подчинении у других. Абыз. Путь-путь путени, çав путенен йăвийĕ сакăр ана айĕнче. Подь-полоть перепелка; гнездо этой перепелки под восемью загонами. ЧП. Хырă айĕсенче çырлалăх. Под соснами ягодные места. Якей. Эп кĕпер айĕпе коньккипа ярăнса тохса карăм. Я прокатился на коньках подмостом. Ст. Чек. Вăрман айĕпе пырат. Едет (или: идет) под сенью леса. Землед. Ыраша хытта хăварнă хура пусса акаççĕ. Хăш чух тата пĕр-пĕр курăк е тырă айĕнчен тухнă çĕре акаççĕ. Рожь сеют на паровом поле. Иногда ее сеют на поле, вышедшем из-под какой-либо травы или из-под хлеба. || Etiam adiectivi vim habet, quae loquendi forma perrara eat. Очень редко имеет смысл им. прилагательного. ЧП. Аял ту çинче ай кĕлет, ай кĕлетре аслă аппа. На визенькой горе нижний ярус клети, а в нем моя старшая сестра. Каша. Çӳлĕ тенĕ кĕлетĕр ай кĕлетрен ытла мар. То, что вы считаете за верхний ярус клети, не выше нижнего этажа ее.

аял

(аjал), pars inferior, нижняя часть. Hoc nomen, quod casum nominativura non habet, in aliis tantum casibus usurpatur, qui adverbiorum vicibus funguntur. Это существ. не употребляется в им. пад., другие же падежи его имеют значение наречий. Аяла, in partem aut locum inferiorem, вниз; аялалла, deorsum, по направлению вниз; аялта, in parte aut loco inferiors, внизу; аялтан, ех parte aut loco inferiorе, сназу. КС. Капан тунă чухне аяла ута чăн типпине хураççĕ. Когда мечут стог, то кладут вниз самое сухое сено. Ib. Эп аслăк çине хăпартăм та, юлташа аялалла тĕксе ятăм. Я влез на сушила и столкнул товарища вниз. Альш. Хӳрине аялалла тăснă. Опустила хвост книзу (лисица, от усталости). || Курм. Йытта пĕрене аяла тунă. Бревном придавило собаку. НАК. Выльянă чух хăш ушкăнĕ аяла пулат, унтан е икĕ кил е виçĕ кил туртса илеççĕ. У партии, побежденной в игре, отнимают два или три дома. Истор. Ĕмĕрĕнче вăл таçта-таçта çитсе вăрçнă, хăй пĕрре те аяла пулман. Где он только ни воевал на своем веку, а никогда не был побежден. Якей. Мана аяла тăвашшăн, хăйне çала (= çиеле) кăларашшăн. Хочет меня одолеть (победить, переспорить и пр.). КС. Вĕсем аялта пурăнаççĕ. Они живут внизу (напр., в нижнем этаже). КС. Ытла çӳлтен пăхсассăн, аялта çӳрекен çынсем пĕчеккĕн курăнаççĕ. Если посмотреть с очень большой высоты, то люди, которые ходят внизу, кажутся маленькими. Ib. Çăмăл тĕксем аялтан çӳлелле вĕççĕ хăпараççĕ. Легкие перья взлетают вверх. || Eadem vox nonnunquam adiectivi vim habe. Иногда слово аял имеет значение прилагательного. Аял енĕ, pars inferior, нижняя сторона; аял пуçĕ, extremitas inferior, нижний конец; аял ту, mons minor, низкая гора; аял вĕçĕ, extеmitas iriferior, нижний конец. Рак. Анаткас, тесе, ялăн аял енче ларнăран калаççĕ. Нижняя улица называется так потому, что расположена в нижней части деревни. Изамб. Т. Лашине анин аял пуçне чарчĕçĕ. Поставили лошадь на нижнем конце загона. Раков. Аял ту, аял туран вăта ту, вăта туран çӳлĕ ту, çӳлĕ туран вак хăва, вак хăвара вак кайăк. [Янах, сăмса, çамка, çӳç, пыйтă (scr. пыйту)]. Низкая гора, за низкой горой средняя гора, за средней горой высокая гора, за высокой горой мелкий тальник, в мелком тальнике мелкая дичь. (Загадка: подбородок, нос, лоб, волосы, вши). || A tertio eiusdem nominis casu adj. аялалли (аjалаλλиы) ductuin est, quod sijcnificat deorsum situs. От дат.-вин. пад. того же им. произведено прилагат. аялалли, лежащий по направлению вниз. КС. Унтан аялаллине шыв илет. То, что лежит пониже его, заливается водою. Item a quarto casu adj. аялти (аjалδиы) derivatum est, eadem significatione, atque inferior vel in parte inferiore situs. От местн. пад. того же сущ. происходит прилаг. аялти, находящийся внизу. Черт. Аялти ӳрече, perticae laterales, quibus pars vehiculi superior (capsus) sustinetur, боковые дрожины, на коих лежит кузов экипажа. Аялти кĕлет, cella inferior, нижний этаж клети. Тюрл. Эпĕ, часрах аялти кĕлете кĕрсе, шур кĕпе тăхăна пуçларăм. Я поскорее пошла в нижний этаж клети и стала надевать белую рубашку. || Аялти çанталăк, inferna, подземный мир. Hoc noinen, fabularum proprium, si verbuni pro verbo reddamus, idem significat, atque mundus infenus, cuius incolae reruraque natura eandem fere speciem habent, atque his, in terris. Собран. Çăл патне çитсен, хайхи ачасем: „Илме-тухăр!“ тесе кăшкăрcа каланă. Вара хайхи шыври ăстарик, тухса илсе, аялти çанталăка илсе кайнă. Ачасем, унта пурăнсан-пурăнсан, икĕш те пысăкланнă. Подошедши к колодцу, дети громко сказали: „Идите, берите нас!“ Тогда вышел тот водяной старик и унес их в подземный мир.

айлă-çилĕ

(аjлы̆-с̚’ил’э̆), айлă-çиллĕ, adv., de iis rebus dicitur, quarum una alteri superposita sit, один на другом. Крат. раз. 14. Пуçăм çинче эпĕ виçĕ кунтă йăтса пыратăп пек, виççĕшĕ те айлă-çилĕ пек. Мне казалось, будто я несу на голове три лукошка, одно на другом. Ст. Чек. Айлă-çилĕ япаласем выртаççĕ. Вещи лежат в беспорядке, одна на другой. КС. Ачисем пĕр çĕре пухăннă та, айлă-çиллĕ çывăраççĕ. Дети спят вповалку. Ст. Чек. Эпĕр пырса кĕнĕ чухне, вĕсем айлă-çилĕ выртатчĕç (вырдац’ц’э̆с’). Когда мы вошли, они venereo complexu iuncti erant. Япаласене айлă-çилĕ тунă хăй. Привел вещи в беспорядок.

ай

(аj), vox Russica, e sermone plebeio deprompta: пит, aut, rel. Союз, заимствованный из простонародного русского языка (ай, али = или) и означающий разве, или. КС. Ай вăл ĕçе эсĕ халь те туса пĕтермен-и? Разве ты до сих пор не окончил этого дела? Ib. Ай пĕçермерĕн-и эсĕ? Разве ты не сварила? Чуратч. Ц. Ма тăмастăр? Сире миçе килсе тăратас? Ай эпĕ сирĕн хуçа мар, итлеместĕр мана? Почему вы не встаете? Сколько еще раз приходить поднимать (т. е. будить) вас? Разве я не хозяин вам, что вы меня не слушаетесь? Ай кăмпа апач апат-и вăл? Мĕн тумалла унпала? Разве грибы пища? На что они годны? Ай эп, ай эс — пĕринчен пĕри кĕресех пулать пирĕн. Кому-нибудь из нас двоих приходится непременно лезть (Якей. Эп-и, эс-и, иксĕмĕртен пĕри кĕресех полать). V. ел, е.

айю

(аjjу), idem atque аюк, interj. recusantis vel almuentis. СПВВ. ИА. Ыттисем кайĕçин те кайччăр, эпĕ айю, каймастăп. Пусть прочие идут, если хотят, а я — нет, не пойду. Сред. Юм. Эс пасара пыратна? — Айю, каймасп (=каймастăп) эп. Ты пойдешь на базар? — Нет, не пойду.

айван

(аjван), stultus: incallidus; mollius est, quam ухмах. Глупый, простой; выражение более мягкое, чем „ухмах“. СПВВ. ПЕ. Айван — йăвашшăн (надо: çемçереххĕн) калани. „Айван“ — мягкое выражение. ЧС. Эй, айван! Эсĕ, пирĕн сăмахсене итлемесĕр, çамрăк пуçупала таçта кайса, темĕн тĕлне пулса, темĕн çапса вĕлерес, темĕн персе вĕлерес... Ах, глупая голова. Если ты не послушаешься нас, то с своим молодым разумом попадешь не знаю куда, или тебя кто-нибудь убьет. Ар. Ив. Ача-пăчанăн мĕн пулмасть, халĕ вăл çамăрăк, айван. С детьми чего не бывает; теперь он молод, глуп. Сред. Юм. Çамрăк çынна: „Ăс кĕрсе çитмен-ха õна“, тессине: „Айвантарах-ха õлă“, теççĕ. Вместо того, чтобы сказать о молодом человеке, что он еще не вошел в совершенный разум, говорят: „Еще его дело глупое“. Ходар. Эпир айван ывăлĕ-хĕрĕ ним те пĕлместпĕр, пĕр сан çине анчах витĕнетпĕр. Мы, глупые люди (точнее: дети глупых), ничего не знаем, и только на тебя уповаем. (Из молитвы при обряде чӳклеме). Буин. Çăвара шыв тулнă, кăшкăрмалла мар. Хай эпĕ, айванскер, шыва çăта пуçларăм: „Пăлари шыв чактăр та, тухам“ тесе. В рот мне налилась вода, так что кричать было нельзя. Тогда я, глупый, начал глотать воду, чтобы таким образом вода в р. Буле убыла, и я мог выйти на берег. Хып. 06. № З. Ан ухмахлан, айван! Ак мишука çĕкле те, атя ман хыçран, тет. Недурачься, глупый! Вот возьми мешок и иди за мною. Календ. 04. Хăй, айван, вăрлăх чи начаррине хăварать: „Вăрлăха юрĕ-ха“, тет. Сам, по глупости, оставляет на семена самые негодные зерна, думая, что для посева и они годны. || Etiam de rebus dicitur. Также иногда относится и к вещам. Собран. Айван ăсăмпа шухăшлатăп: хамăр тăван лайăх калаçма. Как раздумаю я своим глупым разумом, — как приятно вести беседу е нашею роднею (или: родственником). Бюрг. Хамăн айван ăсăмпа шухăшласан, сана пĕрте усал туман пек туйăнат-çке. Поразмыслив своим глупым разумом, нахожу, что я, кажется, не сделал тебе ничего дурного. А. Прокоп. Пуçăмăр айван, ăсăмăр ухмах. Голова у нас бестолковая, и ум у нас глупый. Орл. Пурăнăç йĕркине питех пĕлиман çынна (ваттинех мар): „Эй, айван ăс!“ теççĕ. Ăссăр вылăха-чĕрлĕхе те калаççĕ. Человека, не знающего житейских порядков (не очень старого), обзывают глупым. Так же бранят и бессмысленную скотину. Ст. Чек. Ку купа айвантарах-ха, кăшт утă хумалла. Эта копна маловата, надо положить еще немного сена. Ib. Ку купа айвантарах пулат, куран: ути те начар, хăй те пĕчĕкçĕ. Эта копёшка, как видно, будет не из важных: и сено плохое, и сама маленькая. || Как существительное. Substantia modo. О грам. 18. Ача-пăчана çамрăкла ирĕк ан пар, унăн айванĕ хыççăн ан кай. Не давай детям воли смолоду и не потакай их неразумию. Л. Кошк. † Мана çырнă çын ачине ырă та ырă тиеççĕ; ун ыррипе мĕн тăвас? — таçтан айванĕ паларат. Все говорили про моего суженого что он очень хорош; а на что его хорошество, когда его глупость заметна невесть откуда?

айванлăх

(аjванлы̆х), stultitia, ineptia, глупость, неразумие. Чăвашсем, 13°. Эпĕ хам айванлăхăмпа йăнăшрăм. Я сделал по своему неразумию ошибку. (Из моления киремети). Сунчел. † Эпĕ пĕлмерĕм, аннеçĕм, айванлăхпа, нумай хăвартăм пулĕ кăмăлна. Вероятно, много огорчений причинил я тебе, матушка, сам не зная того по своему неразумию.

авкала

(авгала), verb, frequent., vario modo aut variis temporibus, per intervalla, interdum aut male, neglegenter flectere vel incurvare. Гнуть различным образом или гнуть в разное время, время от времени, иногда, кое-как. Якей. Ним тума аптраса туйине авкаласа ларать. От нечего делать сидит и гнет (различным образом) свою трость. || Interdum est aliquantum temporis aliquid fleetendo vel curvando msumere. Иногда значит употребить некоторое время для сгибания. Якей. Паян эпĕ пĕкĕсем авкаласа пăхрăм та, манер килмерĕ. Сегодня я принялся было гнуть душ, но у меня ничего не вышло.

аван

(аван), i. q. лайăх, bonus, probus, integer, abso-lutus, perfectus, conveniens naturae, utilis, iucundus, хороший, честный, добрый, приятный, полезный, удобный, доведенный до высокой степени качества или совершенства. КС. Вăл аван çын. Он хороший человек. Ахаль хăйсем аван çынсем, курсан-тусан, аван калаçаççĕ. Вообще они люди хорошие и при встрече обходятся хорошо. Альш. † Ух! ух! тесе сиктернĕ чух эпĕ аван пултăм-и? Разве я была тебе приятна, когда ты качал меня в колыбели и приговаривал: Ух! ух!“? (Из плача невесты). Альш. Ачам, ку çерем мĕн тума аван? Скажи, дитя мое, на что пригодна эта луговина? Череп. Аван сасса итлеме те лайăх. Хороший голос приятно и слушать. || Etiam absolute usurpatur. Также употребляется и без определяемого имени. Наст. о повед. христ. Авана шухăшласа тухнă иккен те, анчах шухăшланă шухăшĕ çитеймест. Он вышел с хорошим намерением, но намерение его не получает осуществления. || Saepissiine adverbii vim habet. СПВВ. ЛП. Аван тумланнă (= капăрланнă), хорошо, нарядно оделся. Нюш-к. Хусантан аван тавăрăнтăм. Из Казани я вернулся благополучно. Хып., № 26, 06. Аванах лартрăн эсĕ сĕлĕ илекен хуçана! Здорово надул (обманул) ты купца, покупавшего овес! Etiam in salntando usurpatur. Иногда употребляется в формулах вежливости, когда справляются о чьем-либо здоровье. Н. Карм. Аваи-и-ха? — Аван-ха, хăвăр аван-и? или: аван тăраттăр-и ха? — Пурăнатпăр ха. Хăвăр аван пурăнаттăр-и? — Пурăнатпăр-ха хуллен. Как поживаете? — Ничего пока. Как вы? или: как поживаете? — Живем пока. Как вы поживаете? — Живем потихоньку. Ib. Ну, аван-и, салтак? Ну, как поживаешь, солдат? (слово ну здесь лишнее). | Nonnumquam aliquid faciendi facuitatem significat! Иногда выражает возможность сделать что-либо. Альш. Кĕсем çапла пурте пĕр-пĕрне хут татăкĕ параççĕ; вилсен, пĕлме аван пулĕ, тесе. Таким образом они дали друг другу по клочку бумаги, чтобы в случае смерти одного из них можно было о ней узнать другим. || Рraeterea notandum est: Альш., Ст. Чек. Хăйне аваншăн хăтланать. Suis consulit rationibus. Делает так потому, что ему так самому хорошо.

авиçĕ

(авиз’э̆), i. q. „авиç“. Каракыш. Авиçĕ унта кайăр çырла татма, эпĕ кунта вутă касăп. Вы идите рвать ягоды вон туда, а я здесь буду рубить дрова.

авăр

(авы̆р), caulis, virga, стебель, прут. Сред. Юм. Пĕр авăр пăрçа. Один стебель гороха. Ib. Хăяр чечекки авăр çинче пõлать. Огуречные цветы бывают на стебле. Хăяр (кавăн) авра кайни. Огурцы (тыквы) пошли в стебель (или: растут в стебель, не принося плодов. Шорк.). Ку авăр çине çырла пит нумай. На этом стебле очень много ягод. Ib. Эпĕ тăват авăр хурлăхан касса илтĕм. Я срубил четыре стебля черной смородины. Календ. II. Пур авăртан та улма пĕр пек тухмасть. Не каждый куст дает одинаковое количество картофеля. Икково. Пĕр авăртан (или: пĕр кăкран) пилĕк омла тохрĕ. С одного куста картофеля получилось пять картофелин. Хирте. Пур тĕрлĕ тыррăн та икĕ пай: пĕр пайĕ çĕр айĕнче, вăл тымар; тепĕри çиелте, вăл аври, пуçахĕ, çулçи. Всякий хлебный злак состоит из двух частей: одной подземной — корня, другой — надземной, т. е. стебля, колоса и листьев. ЧП. Хурлăхан аври, прут, стебель емороднны. Икково. Хăмла çырли аври, прут, стебель маливы. Крат. раз. Тĕлĕкре манăн умра пĕр тĕм иçĕм-çырли ларать пек, вăл тĕмре виç авăр пек. Мне снилось, вот виноградная лоза предо мною, на лозе три ветви. ЧП. Лутра-ях-та шĕшкĕн аврн кĕске. У низенькой орешипы коротенький ствол. || Item manubrium, ansa. Также означает ручку, черен, рукоятку. Изамб. Т. Атман вăрăм авăр пулат. У наметки дливный черен. Пуртă аври, топорище; çĕçĕ аври, черен ножа; чăпăрккă аври, кнутовище; кĕреçе аври, черен лопаты; курка аври, ручка ковша. Якей. Шăппăр аврине такăш кăларса илнĕ. Кто-то вытащил из метлы черен. Ib. Шăппăра авăр лартрăм или: шăпвăр аври лартрăм. Я посадил метлу на черен. Ib. Çак шăппăра авăр лартас полать. Надо насадить эту метлу на черен. ЧП. Пуш аврилĕх йăвăç, arbor manubrio fiagelli conficiendo ap, дерево, годное на кнутовише. Якей. Пуш аврилăх йăвăç (пуж-аврилы̆х йы̆вы̆с’), id.

авăт

(авы̆т), fodere, cavare, excavarc. рыть, копать, долбить. (Якей., Панклеи, Шибач., Урмай, Изванк). ЧС. Хăшне масар çине шăтăк авăтма ячĕç. Иного послали на кладбище рыть могилу. Якей. Авăн вочахĕ (чит. воџ̌ах̚) авăтрăмăр. Мы рыли овинную яму. Ib. Конта çăмăр шу йохма канав авăтас полать. Здесь надо вырыть для стока дождевой воды канаву. Ib. Пĕр моклашкаран авăтса такана турĕ. Выдолбил из чурбана ночевки. Урмай. Алăсăр-урасăр алтăр авăтăп. (Тумла йӳхни). Без рук и без ног я выдолблю алдыр. (Загадка о капели). Якей. Ку йопая авăтса кăларас полать, ахальăн тохас çок. Этот столб придется вырыть, а то иначе его не вытащишь. Ib. Канава туран анаталла авăтса кайăпăр. Мы будем рыть канаву, направляясь с возвышенности к низменности (или: с верхнего конпа селения к нижнему). Якей. Пашалусенрн чĕпĕтсе илнĕ тĕпренчĕксене çĕре авăтса пытарнă. Крошки, отщипнутые от лепешек, зарыли в землю. Яргейк. „Эпĕ шĕшкĕ тĕмми айне авăтса выртатăп та, хĕл каçап„ тенĕ. Она сказала: „Я вырою себе под кустом орешника нору и в ней перезимую“. Якей. Арман тунă чох алла çĕçепе авăтса илтĕм. Когда я делал мельницу, то выхватил себе из руки ножок кусок мяса. V. алт, чав.

авлантар

(авландар), matrimonio iungere cum aliqua, женить. Л. Кошк. Эпĕ Ивана авлантарас тетĕп-ха. Я хочу женить Ивана. | Metaph est fraudare, emungere argento, perfabricare. Также обмануть, надуть, ввести в расход. Б. Акса. Ăна авлантарчĕç кăçал. Его в этом году обманули, надули, ввели в расход. || Inoculare arborem, arbori oculum inserere. Также прививать (дерево). СПВВ. Улмуççине авлантарас = сыпас = привить (яблоню). Eodem sensu tatarice [араб сăмахĕ] dicitur.

автан йĕтесси

(авдан jэ̆д’эсси), iugulum galli, петушиная дужка. Сем. соч. Çăвлахи пур йăвăр ĕçсене ĕçлесе пĕтерсен, Чăвашсен ĕмĕрхи (siс! надо: авалхи йăлапа?) кĕр-кунне ратнисеме пуçтарнса ĕçкĕ-çикĕ туса автан йĕтесси хуçмалла. Ăна иккĕн хуçса пĕр-пĕрне сăмах параççĕ: „Эсĕ мана улталасан сана çур штав ĕçтерĕп, эпĕ сана улталасан эсĕ мана çур штав ĕçтерĕн“, тесе. По окончании тяжелых летних работ, чуваши, по старинному обычаю, собираются вместе с родными, устраивают пирушку и ломают петушиную дужку. В этом участвуют двое, из которых каждый обязуется поставить тому, кто обманет при ломании дужки полштофа водки.

ак

(ак), serere, semen spargere, [араб сăмахĕ] Т. VII. Вăсем пĕр ана урпа акса хăварнă, тет; урпи пит лайăх пулнă, тет. Они посеяли загон ячменя, и ячмень уродился очень хорошо. Изабм. Т. Тырри час ĕлкĕрмен çул çуртри вырса пĕтичченех ыраш акма каяççĕ. В те годы, когда хлеба созревают поздно, еще раньше, чем будет сжато яровое, отправляются сеять рожь. Якей. Пĕр пăт акса воникĕ пăт илнĕ. Посеяв хлеб, собрал двенадцать пулов с пула. Изамб. Т. Ул тепĕр пуçне тухичченех акса кайрĕ. Он пошел, сея семена, до другого конца загона. Ib. Ыраш акса пĕтерсен малтан ыраш кĕлти, унтан çуртри кĕлти кӳртеççĕ. Посеяв рожь, сначала возят с поля ржаные снопы, потом снопы ярового. Ib. Йĕтĕне ака тыррисемпе пĕрле акаççĕ. Лен сеют вместе с яровыми. ЧП. Хуранăн-хуранăн курăнат, камăн иккен акнă анисем? Чьи это чернеют засеянные загоны? (т. е. до появления всходов). Кильд. Ш. Тырă акса тума хушрăмăр, ăна та турĕ. Мы велели ему посеять и выростить хлеб — он сделал и это. Сред. Юм. Тыр акнă чõхпе пĕри акса пĕтереччин кайса сõхалакана: „Акаччĕн сõхалама кайна“, теççĕ. Если во время сева, пока один сеет, другой отправляется за ним пахать, то говорят: „Он поехад пахать пашню, пока другой на ней сеет“. Шурăм. 15. Эпĕ: „Сирĕн ята акакан çĕр миçе теçеттин лекет?“ тесен: „Вуншар теçеттин“, терĕç. На мой вопрос, сколько у них приходится на душу десятин пахотной земли, они отвечали: „По десяти десятин“. Тrans. Переносно. Дм. Ростов. Ашшĕ-амăшĕ акса хăварнă ырă вăрлăхсем. Добрые семена, посеянные его родителями. V. ака. Якейк. Сысна ăрамра (i. q. урамра) акса тунă пак пĕрех. Via subus referta est. На улице полно свиней („улица усеяна с.“). Ib. Кил хошшиyче (i. q. кил-картинче, карташĕнче) ача акса тунă пак пĕрех. Chors referta est parvulis. На дворе полно ребят.

ака-туй чуп

cursu certare, бегать взапуски, состязаться в беге. Л. Кошк. Эпир Иванпа ака-туй чупрăмăр, эпĕ Ивантан иртрĕм. Мы бегали с Иваном вперегонки, и я опередил его (простая игра, не во время ака-туй). Череп. Атьăр, ака-туă чупар. Давайте побежимте вперегонки.

акам

(агам), (а v. ака deriv. esse videtur; cf. russ. посестра), arnica aequalis, подруга-сверстиица. Mos est puellis Tschuvaschorum, ut contracta cum aliqua aequalium amicitia акам nomine inter se appellent; quod nomen etiamsi nupserint servatur, quippe cum etiam earum mariti uxorum arnicas eodem vocabulo appellare soleant. Череп. Хĕрсем пĕрне-пĕри акам тăваççĕ; акамлă пулнă хĕрсем качча кайсан вĕсен упăшкисем те арăмĕсен акамĕсене акам теççĕ. Девушки заключают между собою союз дружбы и называют друг друга „акам“; если девицы, заключившие между собою подобный союз, выйдут замуж, то и мужья их зовут их подруг „акам“. Т. П. Загадки. Алăкран кĕтĕм, акам куртăм. (Пĕрене çумĕнчи таракан). Я вошла в дверь, я увидела подружку. (Загадка: таракан на стене). В Раков., Альш. и Череп. та же загадка означает щель в бревне (пĕрене çурăкĕ). Коракш. Алăкран кĕрĕп, акам курăп. (Çурăк, щель). Собран. Алăкран кĕрсен акам кулат. (Пĕрене çурăкĕ). Если войдешь в дверь, подружка смеется. (Загадка: щель в бревне). Неверк. Алăкран кĕрĕп, акам кулĕ. (Пĕрене çурăкĕ). Войду в дверь, и засмеется подружка. Бурунд. Алăкран кĕтĕм, акам (тус) куртăм. (Пĕрене çурăкĕ). Я вошла в дверь, и увидала подружку. Чур. Чипер акамăн хырăмĕ çурăк. (Тулă). У красивой подружки распорото брюхо. (Загадка: пшеница). Альш. Чипер акамăн тути пĕрĕнчĕк. (Укçа енчĕкĕ). У красивой подружки сморщены губы. (Загадка: кошель для денег). Альш. „Чим-халĕ, акам, эпĕ анне ерелчине кайса илем килтен, хамăнне тупаймарăм“, тесе калать, тет, ку акаммине. Акамми: „Юрĕ эппин“, тесе калать, тет. Лешĕ каять, тет, килне: „Акам, эсĕ ман хыçран питĕрсех кĕр хапхана“, тесе калать, тет. Акамми калать, тет: „Мĕн тума питĕрес? эсĕ часрах кил“, тесе калать, тет. „Погоди, подружка, я принесу из дома мамино напрясло; своего я не нашла“, говорит она подруге. Подруга отвечает: „Хорошо“. Та идет домой и уходя, говорит: „Ты, подружка, запри за мною ворота“. Подруга отвечает: „А зачем их запирать? ты приходи скорее“. Ib. Акаммине чĕнсе килет, тет, ку. Аварласан-авăрласан акаммийĕн йĕрĕлчи путпула анать-каять, тет. Акамми хăй çутать, тет, те, путпула йĕрĕлчине шырама анать, тет. Она позвала к себе подругу. Когда они пряли, напрясло подруги вдруг упало в подполье. Подруга засветила лучину и полезла в подполье за напряслом. Череп. Эп ăна акам турăм. Я сделала ее своею подруюю. || In carminibus Tschuvaschorum significare potest sponsam. ЧП. Такмак. Пирĕн ача тул кĕлти, сирĕн акам сĕл(ĕ) кĕлти. Наш парень — пшеничный сноп, а ваша подружка — овсяный (т. е. невеста не столь изящна, как женех).

акăраш

(агы̆раш), rudere, vociferari, реветь, кричать, орать, шуметь. Альш. Хай кашкăр акăрашша кайрĕ тет. Волк побежал с воем. Халлап. 26. „Эпĕ сире ку ĕçшĕн сута хуратăп!“ тесе тата хытăрах акăраша пуçлать. Он принялся кричать еще пуще, грозя им за это судом. Альш. Ку вăрри ахаль акăрашша каят, тет. Вор все бежал и кричал.

алăсăр

алсăр (алы̆зы̆р, алзы̆р), manu aut manibus carens, безрукий. Якей. Алăсăр çынна порнма каньсăр (кан’зы̆р). Безрукому жить трудно. Тrans. Переносно. СТИК. Паян сухала-сухала чис алсăр пултăм, алăсене çĕклеме çук. Сегодня я столько пахал, что совсем без рук сделался: рук поднять не могу. Изамб. Т. Вара йăлтах алăсăр юлтăм. Тут я совсем без рук остался (т. е. беспомощным, лишившись жены и лошадей). Ib. Ĕçе тухас уммĕн манăн арăм чирлерĕ те вилчĕ. Ĕç тума эпĕ алăсăрах юлтăм. Перед полевыми работами у меня захворала и умерла жена. Я остался совсем без рук. Жит. св. Янв. Ватă ашшĕне алăсăрах хăварас мар тесе ăна пăрахса кунта килеймен. Не мог прибыть сюда, так как не хотел оставить беспомощным своего старого отца. || Interdum adverbii vim habet. Иногда имеет значение наречия. Янтик. Алăсăр епле ĕçлемелле? Как работать без рук?

алă çавăрăнăçлă

(алы̆ с̚’авы̆ры̆ны̆с’лы̆), commodus, siibsicivus, удобный, досужный. Мана алă çавăрнăçлă мар-çке. Мне ведь неловко, несручко. Ст. Чек. Халь, алă çаврăнăçлах мар, вăхăт çук. Теперь не совсем досуг, времени нет. Ib. Алă çаврăнăçлă мар-ха, эпĕ ăна туххăмăра пуçтарăттам та. Недосуг, а то я его живо собрал бы.

алă тăс

(т̚ы̆с), manum porrigere, протягивать руку. Сирах. 100. Эпĕ аллăмсене çӳлелле (вверх) тасаттăм.

алла вĕрент

(алла вэ̆рэн’т’), ita assuefacere (parvulum), ut semper in manibus gestari aut in gremio alicuius sedere cupiat, приучить все время быть на руках (ребенка). Якей. Эс, кин, ачуна алла вĕрентнĕ, апла лайăх мар. Ты, невестка, приучила своего ребенка к рукам (т. е. сидеть на руках), это нехорошо. || Assuefacere ad se, mansuefacere, приучить к себе. Эпĕ ăна алла вĕрентрĕм. Я приучил его (животное) к себе.

алăк

(алы̆к), ianua, porta а, дверь; ворота. Якей. Алăка ан тăр. Не становись в дверях. Ib. Алăкне уç, вăлсам кĕччĕр. Отвори дверь, пусть войдут. Ib. Эп алăк питĕртĕм, вăлсам ан кĕччĕр тесе. Я запер дверь, чтобы они не вошли. Ib. Эп алăк питĕрсе, вăл кĕримĕ. Я запер дверь, он не сможет войти. ЧК. Пире анне алăка уçса ăсатса ячĕ. Мать отворила нам дверь и проводила нас. Истор. Славянсем пӳрчĕсене темиçе алăк кастарнă. Славяне прорубали в своих избах несколько дверей. Собран. 59. Тухсан та кĕрсен те алăка хупса çӳре. И при входе и при выходе всегда затворяй за собою дверь. ЧС. Алăкран тухсан алă тĕслĕ ăс кĕрет. Когда выйдешь из дверей (дома), то мысли (под разными влияниями) изменяются. (Послов.). Изамб. Т. 102. Урай каштинчен пĕр-ик йĕрке çӳлте алăк касаççĕ. Венца на два выше переруба прорубают дверь. Ib. 102°. Чӳрече, алăк янаххисене лартсан, кăмака хыси (хыиы) тусан, сакăсене тусан вара: „Ăста çĕнĕ пӳрте алăкне хупса тухса кайрĕ“, теççĕ. Когда будут вставлены окна и дверные косяки, а также устроен маленький сруб, на котором кладетея печь, и лавки, то говорят; что „мастер (плотник) затворил дверь в новую избу и ушел“ (т. е. изба готова). Чăвашсем, 8. Юмăç алăкне нумай тапратрăмăр. Немало ходили мы к йомзям. Альш. Ĕлĕкрех кĕрӳшне алăк патне чаршав карса лартаччĕç (i. q. лартатьчĕç), теççĕ ватăраххисем. Люди постарше говорят, что прежде жениха сажали у двери, за („повесив там“) занавес. ЧП. Вĕрене курка — сар курка, алăран-алла çӳретĕр, алăк патнелле ан ярăр. Пусть желтый кленовый ковш ходит из рук в руки, но не передавайте его (по направлению) к дверям. Собран. 199°. Хурт-кăпшанкă тапранат, ылттăн алăк уçăлат. (Сĕлĕ шерепи тухни). Начинают шевелиться насекомые (не летающие), отворяется золотая дверь. (Загадка: появление метелки у овса). Актай. Пĕр килемине кăвапинчен туртса кăларап. (Алăк). Одну старушку я вытаскиваю за пупок. (Загадка: дверь). N. Вăл мĕскĕн алăк панчен тĕпелелле пĕре те иртмеçчĕ (т. е. иртместчĕ). Он, бедный, никогда не проходил в перед избы, а все сидел у дверей. Якей. Алăкра ан тăр. Не стой я дверях. Альш. Алăка пырса тăчĕ. Встал в дверном пролете (т. е. на пороге). Ib. Алăкра тăрать. Стоит в дверном проеме (т. е. на пороге). Якей. Çак алăка çӳрене чох хопса çӳрес полать. Надо затворять эту дверь, когда ходишь. Панклеи. Лаша тӳрех хайхи хĕр патне отать. Херĕн молча пак пӳрчĕ патне çитсен алăкĕнче кокальтяма тапратать. Лошадь прямо идет к выщеупомянутой девушке. Подошедши к ее избе, похожей скорее на баню, она начинает рыть копытом у ее дверей. С. Александровское. Алăкăнче (i. q. алăкĕнче) хуралçăсем хурал тăнă. У дверей стоял караул. Шевле. Чӳк тунă чух малтан алăка уççа алăк патнелле пăхса пĕтĕм турра асăннă. Мулла калпакне хул айне хĕстерсе, аллинче çимĕç тытса тăнă; унпа пĕрле ыттисем те хăш чухне мĕн çимĕç те пулин тытса тăнă. Алăк патнелле пăхса кĕл-туса пĕтерсен тин тур кĕтессинелле пăхса сăх-сăхнă, унччен сăх-сăхман. Во время моления сначала отворяли дверь и, обратавшись лицом к двери, молились поименно всем богам. Лицо, произносившее молитвы, затыкало шанку подмышку и держало в руках кушанье; вместе с ним стояли и остальные, иногда также держа в руках какое-нибудь кушанье. Лишь по совершении молитвы лицом к двери, они обращались лицом к красному углу (к тяблу) и крестились; ранее этого они на себя креста не клали. Альш. Пуп алăкран кăна пĕр-ик виçĕ сăмах калатьчĕ, тет, турăшсемпе-мĕнсемпе килсен. Когда священник приходил с иконами и п., то, говорят, ограничивался тем, что скажет слова два-три в дверь и уйдет (т. е. даже и не входил в избу). Альш. † Çак ялсенĕн ачисене алăк хыçне хĕсрĕмĕр. Парней из этой деревни мы вытолкнули за дверь (скорее: прижали за дверью). Якей. Алăк хошшине ан пол. Не попади (рукою или ногою) между дверью и косяком, (т. е. не прищеми их). Ст. Чек. Йăттăн хӳри алăк хушшине пулнă. Собаке прищемило хвост дверью. Ст. Чек. Мĕн алăк виттĕр калаçса тăран? — пӳрте кĕр. Что ты разговариваешь через (приотворенную) дверь? — взойди в избу. Ib. Акка патне хăнана карăм та, алăк виттĕр калаçса тăрат манпа, пӳрте те кер темес. Те хунь-ашшĕнчен хăрăт мана чĕнме. Я пошел в гости к старшей сестре, а она стала у двери и разговаривает со мною через (приотворенную) дверь: даже в избу не зовет. Не знаю, свекра, что-ли, она боится (и потому не решается) позвать меня. КС. Ма алăк виттĕр калаççа тăратăн? Зачем ты разговариваешь через затворенную дверь? Бугурусл. Эпĕ алăк çине улăхрăм. Я залез на ворота (на гумне). Якей. Алăк уççа хопса тăрать. Служит привратником или: временно заменяет его. Ib. Он мĕн пор ĕçĕ те алăк уççа хопасси анчах. Все его дело заключается в том, чтобы отворять и затворять дверь. Eadem vox postpositionibus „урлă“ е! „çи“ coniuncta limen inferum et superum significat. В соединении с послеслогами „урлă“ и „çи“ это слово часто означает порог и притолоку. Шурăм. 26. Алăк урлă шалалла пăхатăп. Смотрю через порог (т. е. через отворенную дверь) внутрь комнаты. Пуп алăк урлă каççанах хай чирлĕ карчăк сиксе тăнă та, пупа мăйкăçпа çаклатса та илнĕ. Как только поп перешагнул через порог, — упомянутая выше больная старуха вскочила и живо захлеснула его за шею удавкой. КС. Ма алăк урлă калаççа тăратăн? — шала кĕрсе калаç. Почему ты говоришь через дверь (или: через порог)? — ты войди для разговора в избу. См. выше „алăк виттĕр“. БАБ. Алăк урлă вырттарса тапмалла. Надо пинать, положивши через порог. Альш. Алăк урлă каçаймас. Не может перешагнуть через порог. КС. Алăк çанче ларать. 1. Сидит на пороге. 2. Сидит на полотне двери. Ib. Ача алăк çине хăпарса ларчĕ. Мальчик залез на полотно двери. Срав. Ib. Алăк тăрăнче (Iеgе: тŏрнџ̌э, ехtrita ŏ littera, i. q. тăрринче) сала-кайăк ларать. На притолоке двери сидит воробей. Турх. Алăк çине пусса кĕрет. При входе ступает на порог. Срав. N. Чир ересрен алăк çине пилеш, тал-пиçен, тимĕр хураççĕ; апла тусан чир ермест, шуйттан та хăрать, т. е. для предупреждения болезни и отогнания чорта кладут на дверь рябину, татарник и железо. Л. Кошки. Алăк çине ан лар, хурт тухса каят. Не садись на порог, пчелы улетят. Череп. Алăк çине ан тăр. Не вставай на порог. (Срав. чӳрече çине, на окно, т. е. на подоконник). Цив. Алăк çинче ларать. Сидит на пороге. Альш. Чăхха алăк çине хурса пусрĕ. Он заколол курицу на пороге. Ib. Мĕн алăк çинче ларан? Что ты сидишь на пороге? Jn dialecto Альш., si G. Timofeievio credimus, „aлăк урлă“ earn rei positionem significat, cum iuxta limen inferum posita est in longitudinem eius porrecta, sin autem in ipso limine transverse sit collocata, non „алăка (алы̆га) урлă“ dici solet. В Альш. „алăк урлă“ говорят о вещи, которая лежит поперек двери, т. е. около порога, но параллельно ему; если же она лежит поперек порога, т. е. пересекая порог, то говорят не „алăк урлă“, а „алăка урлă“.

алмас

(алмас), adamas, алмаз. Килтĕш. † Сарă хăйăр пек тăванăмсем алмас пулас сасси пур. Слышно, что мои родные, волосы которых русы, как желтый песок, обратятся в алмазы. || Item est cognomen viri cuiusdam. Michaelis (Mихале) nomine, qui, cum fenestrarum specularia inserendo victum quaeritaret, ad vitrum secandum adamante utebatur. Прозвище мужчины. Чăвйпур. 10°. Кушкăра пĕр Михеле ятлă çын пур, Симун Якур Михели теççĕ ăна, тата Алмас Михели теççĕ. Алмас Михели тесе çавăнпа калаççĕ ăна: вăл кĕленче касса, чӳречесем лартса çӳрет. Перевод см. в Опыте чув. синт., З. Чăвйпур. 13. Мана Алмас хĕнерĕ, ĕнтĕ эпĕ вилетĕп. Алмас избил меня, я умираю. (Эти слова говорит отец Алмас Михели, избитый последним).

алт

(алт), i. q. (то же, что) авăт, fodere, cavare, рыть, долбить, крпать. Орау. Эпĕ шыв патнерех пытăм та, тăм алтма тытăнтăм. Я подошел поближе к берегу и стал рыть глину. Б. Яуши. Хайхи пуртăпа çĕре алтса çĕре пытарчĕ, тет. Зарыл в землю, разрыв землю топором. Сирах, 1. Кам шăтăка алтса хурать, çав шăтăка хăех кĕрсе ӳкет. Qui fodit foveam, ipse incidet in earn. Елховоозерная. Авалхи çынсем вăрăсенчен хăраса пичĕкесемпе укçа алтса пытарнă, теççĕ. Старинные люди, говорят, боялась воров и зарывали деньги в бочках. Чăвйпур. 37. Яхуть алтса çитерсен килне таврăннă. Когда Ягуть дорылся до нужной глубины, то вернулся домой. Чăвашсем, 35. Сыран хĕррине, меллĕрех çĕре, çĕре виттĕрех алтса тухаççĕ те, ун виттĕр тухмалла тăваççĕ. Прорывают на краю обрыва, там, где поудобнее, землю насквозь (т. е. так, чтобы образовалось нечто а роде ворот) и устраивают проход. О сохр. зд. Вĕсене пĕтерес тесен пĕр-ик пысăк канав алтса ямалла. Чтобы уничтожить их (болота), нужно прорыть одну или две больших канавы. О заступлении. 11. Кайсан-кайсан пĕр çĕре алтса тунă шăтăк патне çитнĕ. Через некоторое время они дошли до подземелья. Кн. для чт. Шăтăкне алтса çитерсен шапине упта пăрахрĕ те, çĕрпе витсе хăварчĕ. Вырыв яму, она бросила туда лягушку и завалила ее землею.

алялях

(ал’ал’ах), vox venatorum aliorumque, qui agunt. Крик охотников и вообще тех, кто гонится за волком. КС. Алялях! Ак кунта кашкăр, ак кунта! Волк здесь, здесь! Эпĕ хӳререн çавăрса тытрăм та, кăшкăра пуçларăм: „Алялях!“ тетĕп. Я схватил (волка) за хвост и кричу: „Алялях!“ (Тоже и в Череп.) КС. Алялях! альлях! — i. q. (то же, что) алялях.

амаран-тăван

(т̚ы̆ван), nudato corpore, нагишом, в чем мать родила. Кильд. Ш. Ачи вара çийĕнчи сăхманне хывнă та, урине те салтнă, кĕпине-йĕмне те хывса пăрахнă вăл. Çапла амаран-тăван пулса тăрсассăн ашшĕ татах кăшкăрса каланă; „Исе кĕрĕр сӳс пушă, эпĕ ăна вĕлерес пек хĕнем!“. Тогда мальчик снял с себя кафтан, разулся и снял рубаху и портки. Когда он разделся донага, отец опять крикнул: „Принесите варовенный кнут, я его запорю до смерти!“ Ib. Ачи вара тула шăма тесе тухнă та, амаран-тăванах урамалла чупса тухса кайнă. Тогда мальчик вышел на двор, как будто затем, чтобы помочиться, и так, как был, нагишом, выбежал на улицу.

ама-çури

(ама-с̚’убиы ама-с̚’оϱиы (Çеçмер), noverca, мачеха. М. Д. Ама-çури ывăл çурине питĕ курайман, тет. Мачеха ненавидела пасынка. М. Д., Байгул. † Тăван атте пусрĕ, ама-çури çирĕ. Родной отец заколол меня, а мачеха сьела. Якей. Ама-çури хĕр-çурине шта йоратни пор-ка? Где видано, чтобы мачеха любила падчерицу. || Praeterea sign, secundam aut tertiam mulierem adoptatoris, earn scilicet, quam post adoptationem, mortua uxore, duxerit. Также — вторая или третья жена приемного отца, взятая им после того, как был взят в дом приемыш. Шугур. Мана çак ама-çури çăкăр та пами пулчĕ. Эта мачеха перестала мне и хлеба давать. Ib. Çав ама-çури мана кашни кунах вата пуçларĕ. Эта мачеха стала ежедневно бить меня. || Nonnunquam cum aliis vocibus matrem significantibus coniunctum invenitur. Иногда соединяется с другими словами, означающими мать. Кильд. Ш. Эпĕ хам та тăлăхăн ӳснĕ çынах, эпĕ хам та ама-çори анне аллинче ӳснĕ çынах. Я и сам вырос сиротою, в руках мачехи. Ама-çори амăшĕйĕн хĕрĕ. Его сводная сестра, т. е. дочь его мачехи. Якей. Ама-çури амăшĕ, его мачеха. || Interdum adiective ponitur, cum significat non eadem matre natum. Иногда имеет значение прилагательного, означая рожденного не от той же матери. V. Ывăл-çурри, ул-çури, хĕр-çурри, хĕр-çури. Папклеи. Пăр карчăкпа старик порнаççĕ, тет. Çавсан, ама-çури хĕр пор, тет. Жили-были старик со старухой. У них была дочь, которая старухе была не родная. Алик. Кусен ик хĕр пур, тит, пĕри ама-çури, тепĕри — ама-çури мар, тит. У них две дочери, одна от прежней жены, а другая от теперешней.

ан

(ан), descenders. Ds quolibet motu dicitur deorsum directo. Глагол, имеющий очень обширное значение и употребляющийся для означения всякого движения, направленного сверху вниз. По-рус. передается словами: спускаться, опускаться, сходить, слезать, съезжать, падать и т. п. Якей. Воç çанти çирмая анса шу ĕç. Сойди вон в тот овраг и напейся. Ib. Кошак кăмака (ă почта не слышится) çинчен анса тӳшек хыçне выртрĕ. Кошка слезла с печи и легла за периной. Ib. Çирмая аннă-анман пире чолпа пеме тапратрĕç. Не успели мы спуститься в овраг, как в нас стали кидать камнями. Ст. Чек. Анатсăн ан. Спустись (сойди, слезь), если хочешь. Альш. Сĕвен ку енни ялан та сĕвеккĕн анать. Ку енче Сĕвенелле унта-кунта çырмасем анаканнисем пур. Эта сторона Свияги всюду представляет покатость. На этой стороне, там и сям, в нее стекают речки. Завражная. Чăхсем кашта çинчен анчĕç. Куры слетели с насеста. Ib. Аптратса çитерчĕ, анма та пĕлмеçт. (Ita mulier queritur de viro suo nimis libidinoso). Ib. Сысна аçи пĕр хăпарсан анма та пĕлмеçт. Verres ubi semel ascendit ad descendendum tardissimus est. Сокращ. букв. 1908. Хурсем шыва аннă. Гуси сошли на воду. ЧП. Чупрăм та антăм эп аната. Я побежал и сбежал в низменность или: в нижний конец деревни (вообще в место, лежащее ниже того места, где был). Якей. Çирмаялла виçĕ ача анса карĕç. В овраг спустились трое малышей (или: парней). || Ire in loca inferiora. Также употребляется вообще вм. глагола итти, когда говорится о ком либо, идущем в более низкое место, нежели то, где он был. СТИК. Таркăнсем каçпа яла анса çăкăр илеççĕ, тет. Говорят, что беглые приходят вечером в деревню за хлебом. Ib. Кĕçĕр кашкăр аннă яла. Вечор в деревню приходил волк. Эти фразы относятся к селению, расположенному в ложбине речки, по обеим сторонам которой поднимаются отлогие холмы. Изамб. Т. Çынсем кăнтăрлана ана пуçласан ку лашине тăварчĕ те урапине кӳлсе киле ялсе тавăрăччĕ. Когда другие стали уходить домой полдничать, он выпряг лошадь, запряг ее в телегу и уехал домой. Ib. Тырă вырнă чухне кăнтăрлана чей ĕçме киле анаççĕ. Во время жнитва уходят в полдень домой, пить чай. || Также говорят: „пасара ан“ (aliquo ad mercatum ire), пойти на базар, поехать на базар. Якей. Эс килес пасара ан, вара мана çăмарта хакне калăн. Ты приходи (или: приезжай) на следующий базар, и тогда скажешь мне, почем продаются яйца. Абаш. Паян мăн-акка та пасара аннăччĕ. Сегодня и тетка (старш. сестра матери) ходила на базар. || Praeterea de feminis dicitur, quae ad fiumen descendunt lintea lavandi causa. Также говорится о женщинах, которые идут на речку мыть белье и пр. Ст. Чек. Пĕр арăм çырмана кĕпе çума аннă, тет. Одна женщина пришла на речку мыть белье. Срав. Ст. Чек. Шыв арманне антăм. Я ходил на водяную мельницу (или: пришел на мельницу). || Descendere de arbore, de vehiculo, ex equo. О слезании с дерева и пр. Пизип-Сорм. Ларсан-ларсан каç пулчĕ. Каç пулсан, чилай тăхтасан, çĕрле пулсан манăн пата çăка хăвăлне темĕскер анать çĕмĕрттерсе. Анса çите пуçласан эпĕ ала (алла?) тăсса пăхрăм та, манăн ала (алла?) кĕчĕ-карĕ темĕскер хӳри. Долго я сидел, наконец наступил вечер. Когда прошло довольно много времени и наступила ночь, ко мне, в дупло липы, стал кто-то („что-то“) слезать, производя сильный шум. Когда он уже был близко от меня, я протянул руку, и в моих руках очутился чей-то хвост. Яргейк. Вут эпĕ мĕнле асап куратăп! Чĕрнели аннă пулсассйн тата пĕтеретчĕç мана, тесе каларĕ, тет. Вот я как страдаю! Если бы слез тот, который с когтями, то они изуродовали бы меня еще больше, сказал он. Панклеи. Хĕр кӳме çинчен анчĕ те кальлях кĕрсе карĕ. Девушка вылезла из кибитки и опять вошла. Альш. Эпĕ урапа çинчен антăм. Я слез с телеги. Орау. Ан часрах лашу çинчен. Слезай скорее с лошади. || Secundo flumine proficisci aut eum locum versus iter facere, ubi in mare aiiudve fiumen se effundit. Также спускаться вниз по реке или из стран, лежащих в верховье реки, к ее низовью. Юрк. Чул-хуларан çав пырса çитнĕ кунех вутлă кимĕ çине ларса Шупашкар хулине антăм. В самый день приезда в Нижний я сел на пароход и уехал в Чебоксары. Истор. Днепрпа анса Древлянсене хăйне пăхăнтарнă. Спустился вниз по Днепру и покорил древлян. Собран. З20°. Питĕрпуртан аннă пикесен пушмакĕсем çӳлĕ кĕлелĕ. У барынь, приехавших из Петербурга, башмаки с высокими подборами (каблуками). Ст. Чек. Çырма тăрăх ут çулма антăм. Я спустился по оврагу, чтобы косить сено. || In altum descendere, mergi, submergi, hauriri (palude). Также сваливаться, проваливаться, увязать. Абыз. Темскер çĕмĕрĕлсе анса кайнă, пĕтĕм çĕр чĕтресе кайнă. Что-то провалилось с грохотом, так что задрожала вся земля. Алекс. Нев. Пăр çурăла-çурăла анса темĕн чухлĕ çын шыва кайса вилнĕ. Во многих местах провалился лед, и множество людей перетонуло. Бол. Ильш. Чупса пынă чухне шăтăка анса кая пачĕ, тет. Когда он бежал, то вдруг провалился в яму. N. Çак халăхсем саланса пĕтиччен эпĕ чăтса тăраймарăм, хурама хăвăлне анса кая патăм. Я не смог продержаться (вися в дупле) до тех пор, пока этот народ разошелся, и слетел (т. е. провалился) в дупло вяза. Торай. Пĕр ĕне лачакана анса кайнă. Одна корова утонула (погрузилась совсем) в топком месте. Ст. Чек. Шурă япала таçта ăнса кĕчĕ. Белый предмет куда-то провалился. || Delabi (in arvum). V. пут. Также о пище, воспринимаемой желудком. Альш. Апат çинĕ-çемĕн анать. Чем больше ешь, тем сильнее разыгрывается аппетит. L’ appetite vient en mangeant. (Послов). || Occidere (de sole). Также заходить, закатываться (о солнце). Изамб. Т. Ул пирĕн патăртан хĕвел аннă чухне тухса кайрĕ. Он вышел от нас на закате солнца. ЧС. Каç пуларахпа, хĕвел анас чух. Çумăр пĕлчĕсем тухкала пуçларĕç. К вечеру, около заката солнца, стали кое-где показываться дождевые облака. || In aenigmate quodam de lunae radiis dictum invenio, pro eo, quod est fundi. Также падать (о свете месяца). Шаймурз. З97°. Чӳречерен йăс кĕвентепе чышаççĕ. (Уйăх çути анни). В окошко тычут латунным коромыслом. (Загадка: падение лунных лучей). || Defluere, delabi, decurrere, effundi (de aqua dicitur, de lacrimis, de lacte ex uberibus manante). Также стекать (о воде, слезах, молоке кормилицы и пр.). Образцы, 61. † Хапхăр умне аннă юхăм шыв, хăмăш касса кĕпер хывас çук. Текучая вода залила все место перед вашими воротами, так что нельзя намостить моста, нарезав тростника. Сельск. хоз. р. II. Шыв çӳлтен аннă чух унăн çаранне пырса çапăнать. Когда вода стекает сверху, то ударяется в его луга. Альш. Хурăнварта типĕ çырма: çур-кунне-кăна хиртен шыв анать, çула шыв çук унта. В Березовом Долу сухой овраг: только весною стекает туда с полей вода, а летом там бывает сухо. Изамб. Т. 40°. Çапла каласан ку туй ачин икĕ куçĕнчен кус-çӳлĕ анчĕ. Когда он это сказал, этот парень, сопровождавший свадебный поезд, заплакал. Календ. 04. Сăмсаран анмасть-и? Нет ли у нее (у лошади) течи из носа? Череп. Ман темĕскер сĕт анмас (lac me deficit), ача выçă пулĕ. У меня что-то нет (в грудях) молока; ребенок, наверно, голоден. || Extra ripas diffluere, разлиться (о реке). Орау. Атăл шывĕ аннă. Rha flumen alveum excessit. Волга разлилась. Ib. Упнер шывĕ аннă, тет. Кушлавăша çул картланчĕ ĕнтĕ. Речка Упнер, говорят, разлилась: дороги в Кошлоуши уже нет. || Advolare (de hirundinibus dicitur, quae redeunte vere de caelo descendere putantur). Также прилетать, о ласточках, которыя, по мнению чуваш некоторых местностей, слетают весною с неба. N. Якури таврашĕнче чĕкеçсем анаççĕ. Около Егорьева дня прилетают ласточки. Ib. Чĕкеçсем анман-ха, ăшăтма тивĕç мар. Не должно быть теплу, так вак ласточки еще не прилетели. Можар. Якурирен малтан чĕкеç ансан (Череп. килсен) çу сивĕ килет, кайран ансан ăшă килет. Если ласточки прилетят раньше Егорья, то лето будет холодное, а если после, то — теплое. Однако скажут: куккук килнĕ, прилетели кукушки, хура-курак килнĕ, прилетели грачи, и пр. || Praeterea notandae sunt quaedam figurae verborum singulares. Также в некоторых чувашизмах. Якей. Ут орине сĕлĕ аннă. Ст. Чек. Лаша урине сĕлĕ аннă. Лошадь обезножела оттого, что ее разгоряченную накормили овсом. Avena intempestive data pedes equi corrupit. Изамб. Т. Лашан урине шыв ансан шывра тăратаççĕ. Если случится опоить лошадь, то (лечат ее тем, что) заставляют стоять в воде. (Si intempestive data potio equi pedes corruperit....). Чув-прим. о пог. 168. Каçпа ăшă ансассăн (si vespere tepidior fuerit aer) çăмăр пулать. Если вечером станет тепло, будет дождь. Завражная. Тин ăшă анчĕ. Лишь тогда (или: лишь сейчас) стало тепло (в избе). Ст. Чек. Кĕтӳ анчĕ. Стадо согнали в деревню. Grex domum rediit. Собран. З12. Анати, тăвати, вăй (scr. вăи) пĕтети килети. (Хутăр хутăрни). [Вероятно надо читать так: „Анать-и, тăвать-и; вăйă пĕтет-и, килет-и“. То спускается, то что (т. е. то поднимается); а когда игра кончится, приходит (домой). Загадка: мотание пряжи.].

анатри чăваш

(ч̚’ы̆ваш) ita appellantur Tschuvachi infernates, quorum regio inferius sita est, quam eorum, qui vocantur вир-ял, вире-ял (v. hanc v.). Низовые чуваши. См. вир-ял, хирти. Ягудар. Анатри чăвашсем пиртен хĕвел-тохăç енелле порнаççĕ. Низовые чуваши живут от нас на восток.
Петр Ив. Орлов, уроженец с. Орауш, Ядрин. у. Казан. губ., написал мне о различиях между отдельными группами чуваш следующее. „Анатри (малти, мал енчи) чăвашсемпе хирти чăвашсем тата вир-ялсем (хура урасем). Чăвашсем пирĕн виçĕ пая уйăрăлаççĕ: анатри чăвашсем, хиртисем, вир-ялсем. Вир-ялсем çăвар туллин, хыттăн калаçаççĕ. Вăсенĕн сăмахра сас-палли „у“ сахал. „У“ вырăнне вăсем ялан „о“-па калаçаççĕ: „кулать“ тиес вырăнне „колать“ теççĕ; „пек“ тиес вырăнне „пак“ теççĕ. Тум тумланнă тĕлтен вăсем пушшех, тата ытла паллах, уйрăм тăраççĕ. Вăсем шурă сăхман тăхăнса, урисене хура тăлла сырса çӳреççĕ. Çула тата арçыннисем (хăш-хăш вырăнта) пайтахăшĕ çӳллĕ тӳпеллĕ шĕлепке тăхăнса çӳреççĕ. Хĕр-арăмĕсем çула шурă шупăр тăхăнса, урисене хура тăлла сырса çӳреççĕ; хĕлле шурă сăхман тăхăнса çӳреççĕ. Çăпатисем пĕчĕк пуçлă, пуçĕсене чĕрсе тунă çăпатасем пулаççĕ. Ури тунисене темĕн тăршшĕ тăлла чăркаса тукмак ура туса, çăпати кантăрисемпе чăркуççине çитичченех хитрен хĕреслесе чăркаса хăпараççĕ. Пирĕн патрисем вăсене „яка“ теççĕ. Чăнахах та вăсем яка çӳреме юратаççĕ. Çула пулсан вара, пасара тухсан, вир-ял хĕр-арăмĕ çинче пĕр тусан пĕрчи кураймăн: çăпатисенче, çăпати кантăрисенче пĕр сӳсленчĕк кураймăн: шăрçа пек яп-яка, çап-çутă; хăйсем шĕлкемисемпе, сурпан çаккисемпе, тенкĕллĕ мăйисемпе ялтăртаттарса, шанкăртаттарса йăлкăшса анчах çӳреççĕ. Пирĕн анатри (кал енчи) чăвашсем вăсене „Вир-ялăн какрашки арăм пулсан ланчашки,“ теççĕ; çăпати кантăрисем çинчен: „Вир-ялăн çăпати кантăри тăхăр хăлач,“ теççĕ; „вир-ялсем вăсем мухтанчăк, какрашка,“ теççĕ. Арăм пулсан вир-ялсем анатри чăваш арăмĕсем пекех пуçĕсем урлă пĕкĕ пек масмак хурса çӳреççĕ. Сурпанĕсем, ансăрскерсем, мăйра анчах яваланса çӳреççĕ. Хăш чухне масмакки пуçĕ çинчен каялла кайса ӳкет те, пирĕн вара ăна кулса: „Вир-ял арăмин лаши тăварăннă, пĕкки каялла кайса ӳкнĕ,“ теççĕ. Арăм пулса пĕр-икĕ ача тусан вара унăн какрашки-пĕкрешки лăштах тухса ӳкет: çӳçне-пуçне пуçтараймаçт, кĕпи-йĕмне таса тытаймаçть, час-часах кĕпи арки вĕçĕнче ача пăхĕ сап-саррăн курăнса çӳрет; пӳртне-çуртне те çавăн пекех тирпейлĕ тытаймасть — латти пĕтĕмпех пĕтет килĕнче, пĕр пасара анчах çиççĕ тухма пĕлет. Вăсенчен хĕвел тухăçĕ еннелле анатри (малти, мал енчи) чăвашсем пурăнаççĕ. Вăсем Атăлтан пуçласа Йĕпреçпе Шăхрана çитиччен кăнтăрланалла, вăр-ялсемпе хиртисем хушшинче, тăрăхла-кăна пĕр лаптăк пек çĕре йышăнса пурăнаççĕ. Çав лаптăкăн кăнтăрла енчи пуçĕнче кушлавăшсем те çак анатри чăвашсемпе хисепленеççĕ. Кушлавăш, Уравăш, Хир-пуç, Утар, Рунк чăвашĕсем, хăйсем, хĕр-арăмсем тумланнипе вир-ял та мар, хирти-анатри те мар. Вăсенĕн çывăхнерехри вир-ялсем вăсене кушлавăшсем теççĕ; катари Йетĕрне патĕнчи, Кăрмăш çинчи вир-ялсем вăсене анатри (мал енчи) чăвашсемпе хисеплеççĕ, çывăхарахри хиртисем кăшт урăхларах калаçнăшăн, хĕр-арăмĕсем урăх тĕрлĕрех тумланнăшăн виç-ялсем вырăнне хуçасшăн. Мĕн пур чăваша лайăх тĕплесе йĕрлесен темиçе пая та уйăрма пулать. Вĕт-шакпа чăвашсене темиçе пая уйăриччен эпĕ вăсене, мĕн пурне, виçĕ пая уйăратăп; çавăнпа Кушлавăш чăвашсене анатри чăвашсем çумне кайса хуратăп. Пĕтĕмпех анатри чăвашсем пек пулмасан та, тумланасса та калаçасса та вир-яалсем пек те мар, хиртисем пек те мар, çав анатри чăвашсем пекрех калаçса тумланаççĕ. Арçыннисем хура сăхман е кăвакрах сăхман тăхăнса, урисене шурă тăлла сырса çӳреççĕ; çула пуçĕсене е пĕчĕк çĕлĕк, е карттус тăхăнаççĕ. Çăпатисем вир-ялсен пек шăраçласа тунă вăрăм кантăраллă çăпатасем мар. Хĕр-арăмĕсем е пир тăлла сырса çӳреççĕ, е шурă çăм тăлларан (пасар тăллинчен) тунă чăлха тăхăнса çӳреççĕ. Кĕписем е чĕрлесе тунă шурă кĕпесем пулаççĕ, е хăйсем хĕрлĕрен, кăвакран тĕртсе тунă пиртен (улачаран) çĕленĕ кĕпесем тăхăнса çӳреççĕ. Юçĕсене тĕрлĕ тĕслĕ вырăс туттăри çыхса çӳреççĕ. Урисене пир тăлла сырнă пулсан çăпати кантăрисемпе кăшт вир-ял манерлĕрех çӳлелле чĕркесе хăпараççĕ; шурă чăлха тăхăннă пулсан, çав чăлха çинчен тата тепĕр ура пакăлчакĕнчен иртекен хура чăлха пуçĕ тăхăнса, çăпати кантăрине пĕр çĕре чĕркесе, чăлхине антарса ăна атă хуçланчăкĕ пек туса çӳреççĕ. Арăм пулсан пуçне сурпан сырăнса ĕнсе хыçне, мăй таврашне çынна кăтартмасăр çӳреççĕ. Хĕрсем çула туя кайнă чухне пуçне тухья тăхăнаççĕ. Вир-ялсен тухья таврашĕ, сăрка таврашĕ çук. Ĕлĕк çав тухьясене, сăркасене пăраçниксенче (уявсенче) те тăхăннă та, халĕ туя кайнă чухне те пурте тăхăнмаççĕ. Сурпанĕсем те вăсенĕн, масмаккисем те, пуç-йĕпписем те вир-ялсен пек мар: сурпанĕсем вăрăмрах, сарлакарах; масмаккисем сарлака та кĕске, тĕррисем лешсенчен начартарах; пуç-йĕппи те кĕске те, тенкисене вир-ялсенни пекех нуммай çакса тултарман. Вир-ял арăмĕсен хăлхисем, ĕнси хыçĕсем курăнсах çӳреççĕ, пирĕн арăмсен вăсем курăнмаççĕ. Вăсем саланнă пуçĕсемпе хунешшĕсене те тата урăх ют çынсене те курăнсан аван мар теççĕ. Çаплах тата çара уранăн та вăсен куçне курăнмаççĕ. Çав йăлана лайăх тытса тăракан хĕр-арăмсенне упăшкинчен пуçне урăх арçынсем хайсем виличченех вăсен пуçне, урисене куримаççĕ. Арăмсем хăнана-мĕне кайнă чухне пуçĕсене пуçлă туттăр çыхса каяççĕ, ун çинчен кăримĕски çĕлĕк тăхăнаççĕ. Çула пулсан çав пуçлă туттăра е вырăс туттăри анчах çыхаççĕ. Вырăс туттăрине пуç тăррине анчах та çыхаççĕ тата майралла та çыхса çӳреççĕ; пуçлă туттăрне те икĕ тĕрлĕ çыхаççĕ: е тавăрса çыхаççĕ, е çыхса икĕ вĕçне тан туса çурăм çинелле усса яраççĕ. Вир-ялсен пуçлă туттăр çыхмаççĕ, яланах вырăс туттăри çыхса çӳреççĕ е катам пиртен тунă вырăс туттăри пек тăватă кĕтеслĕ шурă туттăр çыхса çӳреççĕ. Вир-ялсем вăсем мĕн пурĕ те Кăрмăш уесĕнче, Чикме уесĕнче, Шупашкар уесĕнче, Петерне уесĕнче анчах пурăнаççĕ. Шупашкарпа Етĕрне уесĕнче те пĕтĕмпех вир-ял мар. Шупашкар уесĕнче вăсем хĕвеланăç енчи чиккинелле анчах пурăнаççĕ. Ытти (урăх) çĕрте анатри чăвашсем пурăнаççĕ. Вир-ялсемпе анатри (малти) чăвашсен чикки акă çаплă: Анаш тиекен чикӳллĕ ялтан хĕвел анăçнелле, Шăхчасем-мĕнсем еннелле, вир-ялсем пурăнаççĕ, вăсенчен малалла анатри (мал енчи) чăвашсем пурăнаççĕ. Унтан Иккассисене хĕвел-анăçнелле хăварса Шупашкар уесĕпе Çĕрпӳ уесĕ тата Етĕрне уесĕ чиккисем пĕр çĕре пулнă çĕрелле пырсан, хĕллехи хĕвел-анăçнелле (сылтăмалла) вир-ялсем юлаççĕ, çулахи хĕвел тухăçнелле анатри чăвашсем пурăнаççĕ. Унтан Патĕр-ялне (Богатырева) çитсен вăл ялта вир-ялсемпе анатри чăвашсем хутăшах пурăнаççĕ. Вăл ялтан вăсен чикки Пысăк Çавал урлă каçса Супарпа кайса Çĕрпӳпе Етĕрне чиккипе Çарпуçпе çитичченех: сылтăм енче вир-ялсем пурăнаççĕ, сулахай енче анатри чăвашсем пурăнаççĕ. Çарпуçĕнче анатри чăвашсем пурăнаççĕ. Чарпуçĕнчен пуçласа вăсен чикки Етĕрне уесĕ çинерехрен икĕ уес чикки хĕррипе пырать: Кипекпе Туçи-Çармăса сылтăма хăварса, Етерне уесĕнче тăракан Сĕрелсене сулахая хăварса, Мăн Санар урлă каçса, Пĕчĕк Санара çитиччен сылтăмра вир-ял пулаççĕ, сулахайра анатрисем пулаççĕ. Çĕрпелĕнче анчах анатри чăвашсем вир-ялсемпе çывăх тăнипе халĕ ĕнтĕ пĕтĕмпех вир-ялсем пек тумлана пуçларĕç. Унтан малалла вĕсенен чикки Хир-пуçĕнчен Пĕчĕк Санар тăрăх Санар пуç патнелле хăпарса, Вăта-Çуна çырмипе рашча виттĕр тухса, Упнер урлă каçса, Сăр вăрман сăмсине тăрăнать. Çапла пынă чухне сылтăма юлакан ялсем: Çармăссем (Хурăнсур), Санар пуçĕ, Елменсем, Иртеменкассисем, Çĕн-ял-Хапăç, Кив-ял-Хапăссем, Упнер-Ханăссем пурте вир-ялсем пулаççĕ. Чарпуçĕнчен пуçласа Етĕрне уесĕнчи сулахай енне юлакан чăвашсем, Уравăшпа Хир-пуç. Утарва Рунк тата мĕн пур Кушлавăш анатри чăвашсем çумăнче тăраççĕ. Çав Етĕрне уесин пĕр кĕтессинчи анатри чăвашсем çумăнче тăракан чăвашсем анатри чăвашсенчен кăшт урăхларах тата. Калаçассине те пĕр пекех калаçаççĕ, анчах хĕр-арăмĕсем урăхларах тумланаççĕ — çавăнтан кăшт уйрăмми пур. Чăн анатри (пайăрах анатри) чăвашсем сурпанпа пĕтĕм пуçне чĕркесе пĕр çуç пĕрки те катартмаççĕ, Кушлавашсем, Уравăш таврашсем, Сĕрелсем, Чарпуç таврашсем пуçне сурпанпа хыçалтан икĕ тăнлава çитиччен явалаççĕ те унтан çиелтен пуç-йĕппипе пустарса, йĕпписемпе масмака икĕ енчен чиксе хурса хытарса хураççĕ, çавăнпа сурпанĕ хыçалтан вир-ялсен пек ĕнсе çине кайса лармаçть. Çаван пек чăвашсем çав ялсем анчах мар; тата Çĕрпӳ уесин Ачча (Ачакасы) прихутĕнчи чăвашсем те пуçĕсене çав Кушлавăш, Уравăш, Сĕрел, Чарпуç чăвашĕсем пекек сырăнаççĕ. Ытти тум тумланас тĕлтен лешсем те кусем те пĕрехрехех, ытла пайăрах пĕр-пĕрне уйăрса тăракан япала çук; арçыннисем те хĕлле те çула та пĕр пекрехех тумланаççĕ. Анатри чăвашсенчен чукун çул урлă лерелле вара хирти чăвашсем пуçланса каяççĕ. Хиртисем тесе Чĕмпĕр кĕпĕрнинче, Тетĕш уесĕнчĕ, Çĕрпӳ уесĕнче пурăнакансене калаççĕ. Хирти Тăвашсем анатри чăвашсенчен тумтир тĕлĕшĕнчен те калаçна тĕлĕшĕнтен те уйрăлаççĕ. Хиртисен арçынĕ-хĕр-арăмĕпех шурă çăм тăлларан тунă чăлха тăхăнса çӳреççĕ. Арçыннисем шурă кĕпе-йĕм пĕртте тăхăнмаççĕ: пурте хăйсен хĕр арăмĕсем тĕртсе тунă е кăвак улача е хĕрлĕ улача тăхăнса çӳреççĕ. Хĕр-арăмĕсем пуçĕсене малти чăвашсем пек, пĕр çӳç пĕрчи кăтартмичченех, сурпан сырăнаççĕ те, анчах кĕпи-йĕмĕсем шурă мар. Каллех сурпанĕсем те анатри (малти) чăваш арăмĕсем пек мар, урăхларах, сарлакарах; сурпан, пуçĕсем тата хитререх пулаççĕ. Кĕписене, хăйсен улачисенчен тутар арăмĕсен кĕпи евĕрлĕрех, вырăссен сараппанĕсем евĕрлĕрех кĕпесем çĕлесе тăхăнаççĕ; аркисене, кĕпи умĕсене вăсем тутарсен пек темĕн тĕрлĕ пусмапа (пасар таварĕпе) тытса эрешлесе пĕтереççĕ. Пуçĕсене пуçлă туттăр çыхмаççĕ, пурте вырăс туттăрине майралла анчах çыхса çӳреççĕ. Çиялтан тăхăнакан тумтирсем анатрн чăвашсеннипе пĕрех: уйрăм-уççи çук. Тата хирти чăваш арăмĕсем анатри чăвашсемпе вир-ялсенчен акă мĕнпе уйăрăлаççĕ: хиртисен хĕр-арăмĕсем мĕн пур чăвашсем (арçынсем) тăхăнса çӳрекен йĕмех тăхăнса çӳреççĕ, вир-ялсен хĕр арăмĕсемпе анатри чăваш хĕр-арăмĕсем тăватă кантăраллă шурă йĕм тăхăнса çӳреççĕ. Вăл йĕм питĕ шалпар та, унтан кулса ăна пĕлекен хиртисем: „Вăсем кĕрептук тăхăнса çӳреççĕ,“ теççĕ. Икĕ малти кантăрисемпе хире-хирĕç каялла çыхса хураççĕ, икĕ хыçалти кантăрисемпе малтан çыхса хураççĕ. Тула тухас пулсан кайри кантăрисене анчах салтса тула тухаççĕ. Вир-ялсем анатри чăвашсемпе хиртисем çинчен, кулса: „Вăсенĕн урисене пушă аврипе çапсанах хуçăлмалла,“ теççĕ. Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи (хирти) чăвашсем вир-ялсене „хура урасем“ теççĕ; тата Пăва уесĕнчисем хăшĕ-хăшĕ „виртисем, виреллисем“, теççĕ. Уфа (Йĕпхӳ) кĕпĕрнинчи, Самар кĕпĕрнинчи нуммайĕшĕ анатри чăвашсем патĕнчен куçса кайнă та, халĕ вăсем хирти чăвашсем пек калаçаççĕ. Кĕпи-йĕмĕсем хиртисенчен те урăхларах пулса вырăссен манерлĕ пулса кайнă. Вăл кĕпĕрнесенче чăвашсем пуррине ĕлĕкрех кунти чăвашсем пĕлмен те. Калаçнă тĕлтен те тата анатри (малти, мал енчи) чăвашсемпе хирти чăвашсен хушши уйрăмми пур: анатри чăвашсем „хăпар“ теççĕ, хиртисем „улăх“ теççĕ; анатрисем хиртисене: „вăсем çыпăçтарса калаçаççĕ,“ теççĕ, хиртисем анатрисене — „вăсем чĕлхе вĕççĕн калаçаççĕ: пулат темеççĕ, пулать, каять тесе калаçаççĕ“ теççĕ. Хиртисемпе анатри (малти, мал енчи) чăвашсенĕн чикки Йĕпреçрен (Ибреси) пуçласа Тĕрлемесе (Тюрлема) çитиччен чукун çул тăрăх пырать (приблизительно). Чукун çулăн сулахай енче анатри чăвашсем пулаççĕ, сылтăм енче хиртисем пурăнаççĕ. [Дальше пишет по-русски]. Такое разделение чуваш на анатри, хирти, и вир-ял имеют чуваши Ядринского, Чебоксарского и отчасти Цивильского уездов. Некоторые интеллигенты-чуваши, особенно чуваши Буинского уезда, такое разделение представляют иначе. Последние делят их на вăрмантисем, виреллисем и хиртисем, но при этом они не руководствуются строго наречием и разделением их по одеянию, которое относительно женщин дает повод строго разделять их на три группы, по вышеописанным приблизительным границам. При таком разделении чуваш не принимаются во внимание чуваши Самарской, Саратовской, Оренбургской, Уфимской, Тобольской и Томской гурерний.“ Перевод. Чуваши низовые, степные и вир-ял (верховые). Наши чуваши разделяются на три группы: на визовых, степных и вир-ял (верховых). Вир-ял говорят грубо, во весь рот. В словах они звук у употребляют мало, вместо звука у говорят на о; напр., вместо кулатьколать, а вместо пекпак. Что касается одежды, то они еще больше отличаются (разнятся) от других чуваш. Они носят белые кафтаны и черные онучи. Мужчины летом местами носят высокие шляпы с подхватом. Женщины летом носят кафтанчики из белого полотна, а зимою-белые кафтаны, и обуваются летом и зимою в черные онучи, при чем навертывают их так толсто, что ноги образуют из себя настоящие колотушки. Лапти у них с маленькими головками, которые отделываются более мелким плетеньем. Оборы очень длинны и красиво навертываются крест-на-крест до самых колен. Наши чуваши называют их франтами. Действительно, они любят одеваться. Когда вирьялка выйдет на базар, то на ней не увидишь ни пылинки; ни на лаптях, ни на оборах не найдешь ни мохра, ни задоринки: все гладко и блестит, как бусинка. Весело ходят оне, сверкая и позванивая своими шельдемами, сурпан çакки и ожерельями из крупных серебряных монет. Наши, т. е. низовые чуваши, говорят про них с насмешкой: „Вирьялка форсит только пока в девках, а выйдет замуж, так на нее срам посмотреть“. Над оборами тоже смеются и говорят, что оне длиною в девять сажен. Их считают хвальбишками и форсунами. Замужние женщины у вирьялов, как и у низовых, понерек головы носят масмак. Их узкие сурпан треплются вокруг шеи. Иногда масмак у них слезжает назад; об этом тоже отзываются с насмешкой, говоря: „У вирьялки распряглась лошадь — дуга свалалась назад“. После двух-трех родов у вирьялки пропадает весь форс: она ходит косматой, растрепанной, в грязной рубашке; часто можно заметить по краям подола желтые пятна от испражнений ребенка. Так же мало смотрит она и за чистотой в избе. (Прежний) форс появляется у нее только тогда, когда она собирается на базар. От них к востоку живут чуваши низовые (восточные, живущае к востоку) они живут между вирьялами и степными чувашами (хирти) и занимаюг продолговатую полосу, начиная от р. Волги и до станций Ибреса и Шихраны Московско-Казанск. железн. дороти. Чуваши, живущие на южном конце этой полосы и называемые кушлавăшсем (кошлоушинские), тоже входят в число низовых чуваш. Кошлоушинские, ораушинские, хириосинские, отарские и рунгинские чуваши, по одежде женщин, и не вир-ял, и не низовые, и не степные, а представляют из себя как-бы особую группу. Ближайшие вирьялы прямо называют их кошлоушинекими; вирьялы, живущие в отдаленности, около г. Ядрина или в Курмышском уезде, считают их низовыми чувашами, а ближайшие степные чуваша, из-за небольшой разницы в говоре и одежде женщин, склонны считать их вирьялами. Строго говоря, чуваш можно делить и на большее число групп. Не разбирая их по мелочам, я разделяю их на три группы; потому и кошлоушинских чуваш я причисляю к низовым (анатри). Хотя они не совсем похожи, как на вир-ял, так и на низовых (анатри), но в общем они, по говору и по одежде, гораздо ближе к низовым. Мужчины носят черные или сероватые кафтаны, обуваются в белые суконные онучи (покупаемые на базарах); летом ходят либо в фуражках, либо в маленьких шапочках. Лапти оляповатые, а не тщательно сплетенные и разукрашенные, как у вир-ял, и оборы не длинные. Женщины обуваются либо в портянки (нарочно для того сотканные), либо носят чулки, сшитые из белого же базарного сукна. Рубашки (верхнее платье) носят сшитые из белого холста и вышитые узорами, или же сшитые из пестряди, сотканной с синими и красными тонкими полосками по красному полю. Повязываются ситцевыми платками разного цвета. Если ноги обуты в портянки, то оне обертываюг их оборами немного похоже на вир-ял; а если ноги обуты в белые чулки, то поверх этих чулок из базарного сукна надевают еще черные носки домашней вязки; эти носки обертывают оборама не как вирьялы, а вплотную, и оборы лежат рядышком, у самой щаколотки; затем чулки спускают к носкам, и они образуют нечто похожее на складки сапог. Замужние женщины голову обертывают сурбаном и никогда не оставляют шею голою. Девушки, летом, когда едут на свадьбу, надевают тухья (особый головной убор девушек). У вирьялок ни тухья, ни сăрка (украшение из монет и бус, носимое девушками на груди и спине) не бывает. Раньше эти тухья и сăрка носили и в христианские праздничные дни и в свои языческие праздники, а теперь эти уборы надевают только на свадьбах, и то не все. У них сурпан, масмак и пуç-йĕпии (головные уборы женщин) не похожи на вирьяльские: сурпан длиннее и шире, а масмак — короче и шире, и узоры на нем похуже, чем у вирьялов; пуç-йĕппи (убор на задней части головы) короче, и серебряных монет на нем не навешано столько, сколько у вир-ял. У вирьялок всегда видны уши, шея и затылок, а у женщин анатри их не видно. Оне не показываются простоволосыми (ни деверьям), ни свекрам, ни чужим людям: это считается неприличным. Точно так же не показываются оне перед ними и босиком. Женщину, строго соблюдающую этот обряд, никто кроме мужа не увидит до самой ее смерти простоволосою или босою. Когда женщины едут в гости, то повязываются самоткаными платками и поверх платка надевают еще каракулевую или барашковую шапку. Летом оне повязываются лишь платками: либо самоткаными, лабо ситцевыми. Тот и другой повязывают двояким способом: ситцевым платком или повязываются поверх головы так, чтобы он обхватывал гоюву как татарская тюбетейка, или же повязываются им так же, как и русские женщины. Самотканые платки повязывают на подобие татарской чалмы (обхватив им голову и завязав его раз на затылке, оставшиеся концы завязывают спереди надо лбом, причем кониы платка торчат па голове в виде рогов), или же завязываюг этот самотканый платок на затылке, при чем длинные концы его закидываются назад и свободно висят на спине. У вирьялок этого самотканого (полотенцеобразного) платка нет, оне носят исключительно ситцевые платки, а также самотканые бумажные четырехугольные платки белого цвета, похожие на ситцевые. Вирьялы живут лишь в Казанской губернии, в уездах: Козмодемьянском. Чебоксарском и Ядринском, и в Курмышском уезде Симбирской губернии. В Чебоксарском и Ядринском уездах не все чуваши вирьялы. В Чебоксарском уезде они живут только вблизи западной границы, а в остальных местах этого уезда живут низовые чуваши. Граница между низовыми чувашами (анатри, мал енчи) и вир-ял приблизительно такая: от с. Абашева, Чебоксарского уезда, к западу, в сторону дер. Шăхча, живут вирьялы, а к востоку от этого села — низовые чуваши. Потом, если итти к тому месту, где сходятся границы Чебоксарского и Ядринского уездов (около села Богатырева), оставляя деревни 1-е и 2-е Икково к западу, то направо, к юго-западу, живут вирьялы, а налево, к северо востоку, живут низовые чуваши. Затем, в Богатыреве живут смешанно и вирьялы и низовые чуваши. От этого села граница между ними идет через реку Большой Ци(ы)виль, в дер. Супар (Субар), Ядринского уезда, а дальше, по границе Цивильского и Ядринского уездов, идет до с. Ямашева (Чарпуç). От Ямашева граница между этими двумя группоми вдается в Ядринский уезд и проходит между с. Малыми-Яушами и д Туçи-Çармăс с правой стороны и старыми и новыми Сурьялами (Сĕрьел) с левой, переходит через речку Большой Санар и приходит на речку Малый Санар. Таким образом, направо от этой линии остаются вирьялы, а налево — низовые чуваши. Только жители с. Янгорчина (находящегося на этой линии), так как они живут на очень близком расстоянии от вир-ял, в последнее время начали одеваться по-вирьяльски. Дальше эта же граница от деревни Хирпосей поднимается по наиравлению к дер. Санар-пось, по реке Малый Санар и по притоку ее Вăта-çуна, проходит через Корабельную рощу и р. Упнер (приток Мал. Цивиля) и упирается в угол Сурского леса (Кирского лесничества). Итак, деревни Хурăнсур-Çармăс, Альмени, Санар-поси, с. Артеменкино, Новое и Старое Абызово, Упнер и др., остающиеся направо, будут вирь-яльскими, а налево, начиная от Ямашева, деревни, находящиеся в пределах Ядринского уезда: Орауши, Хирпоси, Отары, Рунги и все Кошлоуши (несколько селений) считаются населенными низовыми чувашами. Вот эти чуваши, находящиеся в одном углу Ядринского уезда, хотя считаютея низовыми, но несколько от них отличаются. Говорят они так же, как и низовые, но женщины одеваются иначе — в этом и разница. Настоящие низовые женщины сурбаном обертывают всю голову, так что у них не видно ни одного волоска на голове, а эти (кошлоушинские, ораушинские и окружающих их селений, Сурьяльские, и Ямашевские) обвертывают голову сзади до висков, сзади же, вровень с верхними краями сурбана, накладывают пуç-йĕппи в двумя концами последней, оканчивающимися булавками, прикрепляют сурпан к масмак, который вдет через голову, от уха к уху, и завязан под подбородком. Вследствие такого прикрепления сурпан у них не сьезжает на шею, как у вирьялок. Такие чуваши есть еще рядом с ними, и в Цивильском уезде ими населен весь Ача-касинский (с. Татмышево) приход. Их женщины тоже одеваются так же, как кошлоушинские, ораушинские и ямашевские. Что касается верхней одежды (кафтанов, платков) и обуви, то в этом отношении особенного различия между кошлоушинскими и анатри нет. Мужчины летом и зимою одеваются там и здесь одинаково. За низовыми, по другую сторону железной дороги, идут селения степных чуваш. Степными чувашами называются чуваши Симбирской губернии, а также Тетюшского и Ци(ы)вильского уездов Казанской губ. Степные чуваши отличаются как по одежде, так и по говору их. Степные чуваши, мужчины и женщины, носят чулки, сшитые из белого сукна. Велых рубах из самотканого холста они совсем не носят, а носят пестрядь (улача). Женщины их, как и низовые чувашки, обвертывают сурбаном всю голову, но белого костюма (кроме сурпан) у них нет. Их сурбаны отличаются от низовых тем, что они у последних (низовых) бывают шире и концы их красивее. Рубашки (верхнее платье) шьются из своей пестряди на татарский или русский лад: оне отчасти похожи и на татарские платья, а отчасти и на русские сарафаны; грудь и подол рубахи отделывают ситцами разного цвета, по татарской моде. Оне не повязываются самоткаными домашними полотенцеобразными платками, но все без исключения носят ситцевые платки. Верхняя же одежда у них одинакова с ниаовыми. Только женщины степных чуваш от низовых и вир-ял резко отличаются еще тем, что первые (хирти) носят те же портки, какие носят и мужчины. Женщины у вир-ял и у низовых носят портки с четырьмя гачниками (произн.: гашниками). Эти портки очень просторны в верхней части, и потому низовые чуваши, знающие это, смеются над ними и говорят: „Оне носят хребтуг“. Два передние гачника завязывают, обведя их по бокам, сзади, а два задних, также обведя их с двух сторон, завязывают концами спереди. Для отправления естественных нужд (praeter concubitum) развязывают задние гачники, завязанные спереди. Вирьялы смеются над низовыми и степными чувашами и говорят, что их ноги можно переломить одним ударом кнутовища (потому что оне очень тонки), а степные чуваши в свою очередь смеются над вирьялами, называя их черноногими. Многие чуваши Уфимской и Самарской губерний переселились от низовых, но теперь говорят как степные. Платье у них иное, чем у степных, и очень похоже на русское. Раньше многие из здешних чуваш даже и не знали, что там тоже живут чуваши. Разница в говоре низовых и степных чуваш заключается в том, что низовые говорят хăпар (поднимись), а степные улăх (поднимись). Низовые говорят о степных, что те говорят ясно, отчетливо, Степные чуваши говорят, о низовых, что они (анатри) „говорят кончиком языка“, т. е. букву „т“ произносят на конце слов мягко, напр.: пулать, каять и т. п., а надо будто-бы „пулат, каят“ и т. д. Приблизительная граница между низовыми и степными чувашами идет по линии Московско-Казанской железной дороги, от ст. Ибреси до ст. Тюрлема. По правую сторону от полотна железной дороги (к востоку) живут степньте чуваши, а по левую (к западу) — низовые. [Автор этой статьи написал ее не на чисто родном говоре, а на языке, довольно близком к книжному].

ан

(ан), particula negativa fennica, quae additur imperative, отрицание повел. наклонения. Орау. Урăх ан турт. Больше не кури. П. Пинер. Пĕр алăран вĕçернĕ тăманана тытма ан та шухăшла. И не думай поймать сову, которую раз выпустил из рук. (Послов.). Якей. Ан çапах эс она он пушши патакпа! Да не бей же ты его такой огромной палкой! Треб. 2420. Эпĕ айăплă пулса ан каям. || Eadem, cum addita est tertiae personae imperative etiam metum significare potest, ne res aliqua fiat. С З-м лиц. пов. накл. иногда выражает опасение. Эпĕ кашкăр тавраш (Iеgе: тавраш) ан пултăр тесе шикленкелесе пыратăп. Я иду и побаиваюсь, как бы не встретить чего-нибудь в роде волка. || Aut verborum alicuius vanitatem. Или полное недоверие к словам другого. Ст. Чек. Вăл Мускава кайнă вĕт. — Ан кайтăр! Ведь он уехал в Москву. — Как бы не так, как бы не уехал! (т. е. ты говоришь вздор, что он уехал). || Etiam cum tertia persona sing, verbi nyji coniungitur addito participio praeteriti, quod hoc quidem loco ponitur pro substantivo, ut significet rem aliquam omnino vetari. Отрицат. форма пов. накл. З лица ед. чис от гл. „пул“, быть, прибавленная к причаст. прош. вр. спрягаемого глагола, выражает строгое запрещение. КС. Шыва кĕнĕ ан пултăр! Не смей (не смейте, пусть он, они не смеют) купаться! Ib. Ман киле ярса пуснă ан пултăр! Не смей (не смейте, пусть он, она, они не смеют) являться ко мне в дом! Чтобы твоей (вашей, его, их) ноги у меня не было! [В Ст. Чек. говорят: „Кунтан урăх шыва кĕни (к̚э̆н’и) ан пултăр! — Ман алăк урлă урăна (урине, урăра) ярса пусни ан пултăр!“, т. е. с суфф. и. См. Опыт. чув. синт., стр. 470]. Sunt etiam quaedam verba, quae addita eadem negatione substantivorum loco ponuntur atque cum postpositione шăн coniunguntur, quod tamen a plerisque omnino non probatur, tamquam falsum. Замечателен оборот, подобный следующему. Альш. Хăйне ан кайшăн калать. Idcirco ita loquitur, ne sibimet ipsi sit eundum. Говорит это с тою целью, чтобы ему не пришлось итти. [Другие считают этот оборот вымышленным и говорят так: „Ăна вăл хăй каяс маршăн калать“]. || Cum optativo. Иногда соединяется с уступ.-желат. накл. Череп. Ан ятлăсăрах, тăхлачăсем! Извините („не браните“), свахи!

анăра

(аны̆ра), alienari sensibus; paene animo relinqui, почти лишаться чувства, почти обеспамятеть (когда члены не двигаются, язык немеет); ошалеть. Истор. Вăл пусма юпи çумĕнче анраса выртнă. Он лежал без памяти около столба у лестницы. || Mente concidere. Потерять голову (в критическом положении, от нищеты и пр.) Ст. Чек. Ĕçĕ пыманнипе вăл чистă анăрарĕ. От-того, что дело у него идет плохо, он просто потерял голову. Юркин. Ку хăй, анăраса, ун патĕнчен епле тухса кайнине те сисмес. Он, растерявшись, не заметил даже, как от него вышел. Ст. Чек. Эпĕ пĕтĕмпех хăраса анăраса кайрăм. От страха я совсем ошалел. Ст. Чек. Анăраса кайнă. Обеспамятел. Ib. Анăранă сурăх, 1) овца, обеспамятевшая от удара, 2) человек похожий на такую овцу. Ib. Ĕçлерĕ-ĕçлерĕ, çитереймерĕ, вара чистă анăрарĕ. Работал, работал, и все не мог свести концов с концами (не поправился в имуществ. отношении), так что просто потерял голову. V. антăра.

анне

(ан’н’э), mater mea, m. nostra, моя; наша мать. Среб. Юм. Анне кепе, унпа вăрçма юрамасть. Моя мать для меня священна (как Кааба), с нею браниться нельзя. [Изречение; срав. тат. [араб сăмахĕ] дорогая наша матушка (из письма)]. Байгеево Чеб. Манăн анне çамрăклах вилнĕ. Эпĕ анне вилнине астăваймастап (scr. астуваймастăп). Моя мать умерла молодою. Смерти матери я не помню. Hinc derivata sunt: отсюда аннем (ан’н’эм), mater mea, моя мать: аннӳ (ан’н’ӳ, аннӳвĕ, genet. род. п. аннĕвĕн, аннӳн) sive (или) анӳ (genet. род. п. анĕвĕн), mater tua, твоя мать; аннемĕр (ан’н’эмэ̆р, mater nostra, наша мать; аннĕр (ан’н’э̆р), Череп. анер (ан’э̆р mater vestra, ваша мать. Ст. Чек. Анне килте çукчĕ. Матери не было дома. Ib. Сирĕн аннĕр çта карĕ? Куда ушла ваша мать? Формы аннем, аннемĕр заключают в себе оттенок близкого участия, уважения, нежности. Ст. Чек. Аннем ак кăçал вилсе карĕ. Матушка вот нынче умерла. Ib. Аннемĕр ытла та ватăлчĕ. Матушка у нас совсем состарилась. Ib. Аннемĕр пит крутта çилĕлĕччĕ. Матушка у нас была очень вспыльчивая. || In carminibus nuptialibus significat matrem sponsi. Так же называют мать жениха в свадебных песнях. Образцы. 79. † Пике тĕслĕ аннене тăхлачă туса лартрăмар. Нашу матушку, похожую на барыню, мы сделали свахою. || Praeterea apud paganos, qui nonnunquam binas habent uxores, ita appellatur prior uxorurn a liberis uxoris posterioris, si ilia prior non habeat liberos. Quod si est, utraque earum matris nomine appellatur. „Денис Данилов женился на двух, потому что у первой жены не было детей. У второй есть один сын, который обеих зовет анне и которого обе совершенно одинаково любят“. || Novercam quoque privigni(-ae) matris nomine appellant. Так же называюх дети мачеху. Ст. Чек. Анне ама-çурри пусассăн та пит аван пăхса ӳстерчĕ пире. Хотя у нас и не родная мать, а мачеха, но она воспитала нас хорошо. Ib. Аннӳ килте-и? Твоя мачеха дома? Ср. ib. Амăшĕ хĕнемес-и (хĕнемест-и) ăна? Мачеха его не бьет? || Vox admirantis, междом. Удивления. Ст. Чек. Анне! Матушка мои! || Aut expavescentis. Орау. || Анне-е (ан’н’э̃, producta э littera)! Interj. admirantis, междометие удавления.

антăра

(анды̆ра, ubi ы̆ littera aut nulla, aut brevissima est), i. q. анăра. Икково. Пуç антăрас (т. е. антăраса) каять. Голова кругом идет. Çеçмер. Антăраса вилес патнех çитнĕ. Лишился сознания и был близок к смерти (напр. от угара). Ib. Пĕтĕмиех антăраса çитнĕ или: антăрамаллипех антăраса çитнĕ. Лишился сознания. Чеб. Эпĕ пуç антăранипе пĕр çур кун выртрăм та, çӳре пуçларăм. Я (говорит едва не утонувшай) лежал целых полдня, не будучи в состоянии притти в себя, а потом опять встал на ноги. Ст. Яхак. Пĕчĕк ачасем çапах антăрас (аптăрас?) çук: вĕсем çуна хуçинчен пĕр ыйтмасăрах çуна çине ларса тăкăлаççĕ. Однако маленькие ребята не робеют: они набиваются в сани, не спросившись у их хозяина. Шибач. Антăраса çатрĕ. Обеднел, стал больным или жалким (i. q. начар полчĕ, сумар полчĕ) и пр.

антăх

(анды̆х), ), interclusa anima spirandi facultatem amittere, задохнуться КС., В. Олг. КС. Тĕтĕмпе антăхса карăм. Я задохнулся от дыма. Сред. Юм. Ӳсре-тăркачă антăхсах кайрăм. Я просто задохнулся от кашля. КС. Çăвара шыв кĕрсе антăхса карăм. Мне в рот налилась вода, и я захлебнулся. Б. Олг. Çын шуа кайсан антăхса кайса вилет. Утопающий захлебывается и умирает. Шибач. Антăхса кайрăм. Я захлебнулся. Якей. Якор шăва карĕ те антăхса карĕ. Пĕре антăхса кайнă çынна чертме йăвăртарах. Егор пошел на дно и захлебнулся. Если человек захлебнется, то отходить его трудновато. N. Шывра антăхса вилнĕ. Захлебнулся в воде и умер. Сред. Юм. Ах Тор! пит ӳсреп эпĕ: кас-кас антăхсах каятăп! Боже мой, как я кашляю! Иногда я просто задыхаюсь! СПВВ. КЕ. Çын пырне пулă шăмми ларать те, вĕçĕмрен пĕр чарăнмасăр ӳсĕрет; çав антăхни пулать. Человек подавится рыбьею костью и без перерыва кашляет; это называется „антăхни“ (задыхаться). СПВВ. Антăхса кайрĕ, сывлăш çавăраймасăр. Задохнулся, не будучи в состоянии перевести дыхание. Череп. Антăхса вилчĕ. Задохнулся и умер. Сказ. и пред. 81. † Çõнĕ кĕрӳ çумĕнче çичĕ юланут ташлать, пĕтĕм яла çĕмĕрсе çăвар карса антăхать. Около жениха гарцуют семь верховых и орут во всю глотку, на всю деревню, задыхаясь (от крика). || Quasi intermori (de parvulis dicitur, cum in vagiendo intercluso spiritu nullam vocem possunt emittere). Также говорится о маленьких детях, которые заходятея от плача. Ачи йĕре-тăркачă антăхсах кайрĕ. Ребенок зашелся от плача. Зап. ВНО. „Ача антăхса кайрĕ. Ребенок зашелся“. || Paene animo relinqui (intercluso spiritu). Также: почти обеспамятеть (от удара и т. п.) Шорк. Çын лаша çинчен ӳксен антăхса каять, çурăмран хытă çапсан та антăхса каять. Человек может обеспамятеть (скорее: у него перехватывает дух) [так и в Çеçмер]. Если упадет с лошади или если его сильно ударить по спине и пр. Н. Карм. Çӳлĕ çĕртен ӳкрĕм те, антăхса кайрăм (ыратнипе ним те пĕлмерĕм). Я упал с высокого места и (на момент) впал в беспамятство (ничего не сознавал от боли). Якей. Антăхса кайнă. Лишился (на момент?) сознания (напр. от удара по боку). || Rei alicuius inopia laborare. Также страдать от недостатка чего-либо. Янш.-Норв. Çырма шывĕпе антăхса пурăнччăр вĕсем. (Череп. Çырма шывне ĕçсе пус шывĕшĕн антăхса пурăнччăр). Пусть их маются с одной речной водой (не имея колодезной воды; слова вутăш). КС. Паян апатсăр шалт антăхрăм. Сегодня я просто измучился без еды. Чертаг. Шывсăр антăхса кайнă, чистă ĕçешшĕн çõнтарать лаша. Лошадь просто замаялась без питья, т. е. очень хочет пить, мучается от жажды. Хып., № 25, 06. Эпĕ ан сухалам, ан акам пурăнĕччĕç-ха антăхса! Вот я не стану ни пахать, ни сеять, тогда помучились бы! Алекс. Нев. Выçăпа антăхнăскерсем, нимĕне те пăхман Мучимые голодом, они не смотрели ни на что. Череп. Шывшăн антăхсă. Мучится жаждою. Ib. Эпĕ нихçан та укçаран антăхса пурăнман. Я никогда не испытывал недостатка в деньгах. Сирах. 109. Унăн хирти тырри-пуллине выçă антăхнисем çисе ярĕç, хăй валли арпи-улăмне анчах хăварĕç, унăн мĕн пур пурлăхне ăш хыпса антăхнисем çăтса ярĕç. Якей. Выльăхсам шушăн (т. е. шывшăн) антăхнă. Скот замучился от жажды. Ib. Чăххи-чĕппи çашшăн (= çиесшĕн) антăхнă. Куры и цыплята страшно проголодались. Ib. Ачасам çашшăн (i. q. çиесшĕн), хырăм выççа антăхнă. Дети проголодались. Сирах. 58. Юрлă çитмен пирки тертленсе пурăнать те, кайран та çукпах антăхать. Изамб. Т., Череп. Çимесĕр антăхса вилнĕ. Умер с голода. || Inhiare, avide appetere; maximam voluptatem percipere ex aliqua re. Также жадничать, жадно желать, жадно предаться чему-либо, жадно и с наслаждением делать что-либо. Ст. Чек. Çĕçĕ ларашшĕ (Череп. кĕрешшĕ) пырна! тек антăхса çӳрет! Ножик бы тебе в глотку, ненасытный! (говорят тому, кто очень прожорлив). Шибач. Сĕмсĕрленсе çать (с̚’ат’, i. q. çиет), антăхать. Ест с нахальной жадностью. О сохр. зд. Вăл вара пит антăхса çитет, мĕн панине-пĕрне çийсе пек тăрать. У него (отравившегося спорыньею) появляется сильный голод, и он готов съесть все, что ему ни дадут. Череп. Эй антăхнă хырăм! Эх ты, жадный! Полтава. † Юн ĕçесшен антăхать. Алчно жаждет крови (палач). Около Ракова. Антăхнă тесе нисĕпсĕр çынна калаççĕ. Жадным называют человека, который жадно вабрасывается на что-либо. Якей. Икерч корман-и-ке, антăхса çӳретĕн? Что-ты жадничаешь? неужели не видывал блинов-то? Ib. Йăваньнь (i. q. йăванăнни) пек антăхнă ача-пăча корман. Я не видывал таких жадных детей, как у Ивана. Зап. ВНО. Калмăк пек антăхса ларать. Жадначает как калмык. Ib. „Антăхас = кӳпес, жадничать“. Изамб. Т. Хăнана каясшăн антăхап та, тахçан каяс. Мне страшно хочется съездить в гости, но я не знаю, когда поехать. Б. Олг. Ме паян çаплах çуратăн конĕпех ихĕ (иh’э̆) çине антăхса! Что это ты спишь сегодня весь день, словно никогда не спал! Череп. Мĕн паян çывăратăн, ăйăхăшăн тек антăхан? Что ты сегодня все спишь и никак не можешь выспаться? Якей. Тутлă паломми çиса антăхса карĕ. С огромным наслаждением поел сладких яблоков. Ib. Ной нихçан та кон йӳшши япала корманскер кона ĕççĕ антăхсах карĕ. Ной, который никогда не видал ничего подобного, напился его (пива) с необыкновенным наслаждением. Зап. ВНО. Укçашăн антăхать. Алчет денег. Ib. Ачасем премĕкшĕн антăхаççĕ. Дети страшно хотят пряников. || De eo, qui diem totum stertit. Тюрлем. Эс мĕн паякăн яра-конĕпе çывратăн? Антăхса каятăн поль эс паякăн. Что это ты сегодня спишь весь день? Ты, пожалуй, совсем заспишься.

анчах

(ан’џ̌ах, анζ’ах), solum, tantum, tantummodo, только, лишь. V. кăна, çех,-çеç.-çеççĕ. Якей. Эп паян уйра хам лашасене анчах кортăм, санне асăрхамарăм. Сегодня я видел в поле только своих лошадей, а твою (или: твоих) не заметил. Якей. Манпа она анчах пачĕç. Дали только ему и мне. Ib. Атин (ад’ин, тверд. н) пĕр пӳрт анчах. У отца только одна изба. Ib. Пол(ă) тытса анчах порнать. Живет лишь рыболовством. N. Пиччешĕ: „Пуçтарса хур анчах, эпĕ сана çĕр тенкĕ парăп,“ тет. Старший брат его говорит: „Ты только убери его, я тебе заплачу за это 100 руб. || Nonnunquam etiam eodem modo dicitur. quo in lingua Latina nihil facto nisi dici solet. Иногда значит: только и делаю, что; только и знаю, что. Изамб. Т. Хăне сыхласа анчах тăраттăмăр. Мы только и знали, что караулили его. Якей. Çăврать (i. q. çывăрать) анчах, орăх ним те тумаçть. Только и знает, что спит. || Eadem vox cum verbis coniungitur, ut vim eorum augeat. Также ставится с глаголами и выражает усиленное действие. Б. Олг. Çил вольă (i. q. вăйлă) чох йӳççĕм (i. q. йывăçсем) аплах хомханаччĕ (i. q. хумханаççĕ), авăначчĕ анчах. В сильный ветер деревья так и качаются, так и гнутся. N. Вăл мана паян ятларĕ анчах; эпĕ шалт макăрса пĕтрĕм. Он меня сегодня страх как разбранил, я просто все глаза выплакал. [В Череп. сказали бы: „пит хытă ятларĕ.“] Tantum quod, vixdum. simulatque. Иногда. значит: только что, как только, не успел (-а, -о, -и), как. СТИК. Анчах килейнĕччĕ, каллах каймалла пулчĕ. Только что пришел (тогда), и опять пришлось итти. Абыз. Анчах вĕреме кеч, тит, лешсем çитрĕç, тит. Только лишь закипела (похлебка), как те пришли. Якей. Эп анчах çусаттăмччĕ, вăл ӳкерсе лапăртарĕ. Я только было вымыла, а он уронил и (опять) выпачкал. Ib. Вăл анчах пӳрте кĕч, ати она хуса кăларса та яч. Как только он вошел в избу, отец его тут же и выгнал. Ст. Чек. Эп турат çине хăпарса ларайтăм анчах, вăл хуçăлса та карĕ. Только что я сел на сучек, а он и сломился. Панклеи. Уй! конта анчах шăлса тасаттăрмĕç (= тасатрăм-çке), мĕскер çӳппи-çаппи конта? Что же это здесь за сор? ведь я только что вымела! КС. Анчах ĕнтĕ тавăрнас тесе тăраттăмăр. Мы как раз только что собирались было итти назад (или: домой). || Modo (adv. temporale). Также недавно, лишь сейчас, только что, только сейчасЧереп. халь анчах; тин-кăна). Ст. Чек. Вăл анчах тухса карĕ. Он только что выехал. Ib. Ку кĕнеке анчах тухнă (i. q. тин-кăна тухнă), эп ăна вуламан-ха. Эта книга только что вышла в свет, я ее еще не читал. Орау. Ме, кӳп! Анчах çирăн (i. q. çирĕн), татах кӳпешшĕн! На, жри! Только что поел, и опять жрать хочет! Орау. Анчах çакăнта тăрать-чĕ-çке вăл! Да (ды̆) он недавно был (стоял) здесь! V. тин-кăна. || Eadem v. interiectionis vis augetur. Иногда усиливает междометия. НТЧ. Юмăç патне пырса кĕрсессĕн: „Ах анчах! манан ывăлăм питĕ йăвăр-çке, юмăç пăхса ярсам пушалăстă: кăçти киремет тытрĕ-ши?“ тет. Пришедши к йомзе, он говорит: „Ах, какое горе! У меня тяжело заболел сын; погадай, пожалуйста: какой („где находящийся“) это киреметь поразил его? || Coniunctio adversativa: sed. Нередко имеет ограничительное значение, как русск. союз но, но только. Ст. Чек. Вăл исе килес терĕ те, анчах маннă пул, (i. q. пулĕ). Он хотел принести, да (только), повидимому, забыл. Ib. Ку лаша лайăх, анчах çамрăк. Лошадь хороша, да только молода. Тата та пур та, анчах ячĕсене пĕлместĕп. Есть и еще, но только я не знаю их названий. Изамб. Т. Пăянам хăй те тăрат та, анчах ĕне сума пулăшмас. Свекровь (моя) и сама встает, да только не помогает (мне) доить коров. Ст. Чек. Вăл пĕлет те, анчах каламас (или: вăл пĕлессе пĕлет те, анчах каламас). Он знает (знать-то знает), да только не говорит. || lllud modo restat (-abat), ut, остается(-валось) только, чтобы.... Орау. Хăрăса чун тухманни анчах. Я чуть не умер от страха. Ib. Алăпа йăтса çӳременни анчах. Они (меня) чуть не носили на руках (т. е. оказывали мне всевозможное внимание).

апа

(абаj), vox admirantis, междом. Удивления. Якей. Апа, эс кунта килнĕ-çке-ха! Смотри-ка (или: смотри-ка-си), ты, оказывается, сюда пришел! Якей. Апа, эс порнатнăç-ке (i. q. пурăнатăн-çке), эпĕ сана тахçанах вилнĕ тесе шотлатăп! Смотри-ка, ты, оказывается, жив! А я думал („думаю“), что ты давным давно умер! КАЯ. Калах акка патне кайрăм. Апа! акка унта çук тата! Сăхманĕ çакăнса тăрать. Я опять пошел назад к сестре. Матушки мои! сестры, оказывается, там нет! Кафтан ее висел („висит“) (там).

апла

(апла), hoc, quo ante dictum est, modo; hoc modo, isto modo. Так (так, как было сказано; указанным образом). М. Карачево. Ачасем! мĕнле-ха эсир пĕртте тăрăшмастăр? Апла юрамасть. Как это вы, дети, совсем не стараетесь? Так не годится? (нельзя). Ст. Чек. Мана апла пурăнма юрамас, тесе каларĕç. Мне сказали, что так жить нельзя. О сохр. зд. Сыввисен те чирлĕ çынсемпе пĕрле çывăрмалла мар, апла чир ерет. Здоровые не должны спать вместе с больными, так как таким образом пристает болезнь. Ст. Чек. Вăл пирĕн пата чупса килчĕ те, кунтан та аплах (Орау. çапла) чупса тухса карĕ. Он прибежал к нам бегом, и так же быстро убежал от нас. Орау. Эс апла ан çыр, ак çапла çыраççĕ ăна. Ты так не пиши, это пишут вот как. || Nonnumquam idem significat, quod апла пулсан. Иногда встречается эллиптически, вм. апла пулсан, если так, то. Изамб. Т. 31. Кама кайнă? — Çтаппан арăмин шăллĕне. — Апла начар тĕле кайман. За кого она вышла замуж? — За младшего брата жены Степана. — Если так, то она вышла не в плохие люди („место“). Ib. 4. Апла пит хуйхăрат пуль. Ачи пит матурччĕ. В таком случае (т. е. если у него утонул приёмыш) он, я думаю, сильно горюет. Парень был очень хороший. Орау. Апла намăсне-симĕсне те пĕлмерĕ пулать-и-ха вăл хĕр? тур çырлах! Господа! неужели (значит) эта девка не знала никакого стыда? || Eadem v. significare potest assensionem. Выражает согласие со словами собеседника. Ав кайăк куратна? тесе калать, тет. — Апла, ав вăрăм хӳрелĕ. Вон видишь птицу? говорит он. — Да, вон с длинным хвостом. || Eadem adhibetur in respondendo, cum aliquis novi aliquid audiverit. Ставится в ответах, когда говорящий указывает на то, что слышит нечто для себя новое. Хып., № 10, 06. Апла иккен! Ун çинче мĕншĕн çынсем пурăнмаççĕ терĕн-ха? Вон оно что! (или: вон, оказывается, как!) Почему, говоришь ты, на ней не живут люди? [Относительно разницы между апла, капла и çапла см. „çапла.“] || Praeterea pronominis loco positum significat lalem. Также употребляется в значении местоимения такой. Сказ. и пред. 86. † Эсĕ апла хĕр иккен, эсĕ апла Сетнерпе тарнă мĕн-ха вăрмана туйна тунă çĕртенех! Ты, оказывается, вон какая („такая“)! оказывается, ты вон как („так“) убежала с Сетнером в лес от своей свадьбы! Ст. Чек. Эп апла сынна курманччĕ, паян куртăм. Я такого человека до сих пор не видал, а сегодня пришлось увидеть. О сохр. зд. Апла мунчасенче кĕнĕ чухне сывлама пит йывăр пулать. Когда моешься в таких банях, трудно бывает дышать. Орау. Апласкер-и-ха вăл? Эпĕ лайăх çын тесе. Разве он такой? А я считал его хорошим человеком.

апла-çке

(-с’кэ), recte dicis; ab eo dicitur, qui, postquam rem aliquam veram esse negaverit, allatis аb altero arguments de sententia decedere cogatur. Да, в самом деле так! Ст. Чек. Эп каланине астумăснам (= астумастăн-ам)? ак çапла каларăм вĕт эпĕ. — Апла-çке! Разве ты не помнишь, что я тебе сказал? ведь я говорил тебе вот так. — Да, да, в самой деле так! || Etiam ironice dicitur. Иногда иронически. Изамб. Т. Санăн улма нуммай; пĕр икĕ пăт илсе тух та, пире валеççĕ пар. — Апла-çке! у тебя яблоков много, вынеси пудика два и раздай нам. — Да, с тобою нельзя не согласиться! В Орау. здесь скажут: „çапла мар-и“ или: „юрĕ“).

аппаланкала

(аппалангала), verb, frequent, a praec. v. deriv., учащ. форма от аппалан. СЧ. Эпĕ вара çапла аппаланкаласа киреметсенчен хăтăлтăм. Помаявшись таким образом, я отделался от киреметей, т. е. после ряда стараний, усилий. Ст. Чек. Аппаланкаласа ан çӳре вăл ĕçпе. Не возись над этим делом (которое требует и ходьбы). Ал. цв. 4. Çапла чилай аппаланкаласа çӳресен-çӳресен... Таким образом, после долгих и хлопотливых поездок...

аптăра

(апты̆ра, brevissima ы̆ littera, с очень коротким ы̆), a mente deseri, perturbari; quid agas, nescire; in discrimen adduci; animo concidere; in angustias adduci; obstupere, не знать, что делать; растеряться; почувствовать себя в критическом положении; оробеть; одуреть; прийти в совершенное недоумение. Тоскай. Аптăранă кăвакал кутăн чăмнă, теççĕ. Не зная, что делать, утка нырнула задом. Ст. Чек. Аптаранă амăшне тапăннă. Qui in summas angustias adductus est, matrem salit. (Prov.) Ст. Чек. Аптăранă кăвакал амăшне тапăннă. Anas masubi ad incitas redactus est (h. e. feminarum inopia), matrem salit. (Prov.). Вино-яд. Инкек-сиен е хуйхă-мĕн килсен эсĕ аптăраса ӳкместĕнччĕ. В горе и несчастии ты не терял головы. Панклеи. Тепĕр холара çичĕ çол шусăр аптăраса порнаççĕ. В другом городе (жители) семь лет страдают от отсутствия воды (или: маются без воды). Кильд. Я. Йăлтах аптăрарăмăр, нимĕн тума та çук. Мы просто потеряли голову — не знаем, что нам делать. Изамб. Т. Эпĕ укçаçăр аптăрарăм. Я испытываю крайнюю нужду в деньгах. Аөин. 1904, 99. Çав енче пит йывăр выçлăх пулнă, ку аптăра пуçланă. В этой стороне был голод, и его положение сделалось весьма тяжелым (критическим). Орау. Аптăранипе = нимĕн тума çуккипе, çуклăхпа еtc. Якей. Эп сорхори тĕлĕнче тырăсăр аптрасах çитсеччĕ; Микколай вонă пăт пач (= пачĕ) те, сӳлĕш (= сывлăш) çавăртăм вара. Около Рождества („овечьей ноги“) я, не имея хлеба, попал было в крайне затруднительное положение, но Николай дал мне 10 пудов, и я вздохнул (свободнее). Чăвйпур. 17. Вăл „мукка“ тени мĕн-ши? тесе шат аптăранă. Он никак не мог понять (точнее: был в совершенном недоумении), что означает (русское) слово „мукá“ (farina). || Cum excessivo. С исх. пад. Пурте йăлтах аптăрарĕç, анчах Г. çыннисем шывран аптăрамарĕç. Все очутились в критическом положении, только жители Г. не испытывали недостатка в воде. Якей. Валтан акнă калчасам (кал’џ̌азам) аптрамаççĕ те, каран акнисем япăх. Более ранние посевы в хорошем состоянии, но более поздние плохи. || Tentari (corripi, implicari) morbo; frangi dolore, succumbere dolori; exanimari. Также страдать от болезни; заболеть; лишиться сознания. ЧС. Ахаль пуç ыратнипе аптăраççĕ пулĕ те, ăна вара çын çилли çакăнчĕ, тесе калаççĕ пулĕ, теттĕм. Я думал, что они просто страдают от головной боли, но объясняют ее тем, что их поразил чей-либо гнев (по мнению чуваш, встреча с сердитым или злобным человеком может причинить болезнь). Вăсен асламăш час-часах пуçпа аптрать. Их бабушка (мать отца) часто страдает головною болью. Ib. Çтаппан пичче çăпанпа аптранă. Дядя Степан замучился с чирьем. Ib. Эп пĕлтĕр çăпанпа аптранăччĕ. В прошлом годе я замаялся с чирьем. ЧС. Каçпала киле таврăнтăм та, анне ĕлĕкхинчен те хытăрах аптăранă. Вечером я вернулся домой (и увидал, что) матери стало еще хуже, т. е. ее болезненное состояние ухудшилось. Шибач. Вара амăшĕ те аптăраса çитнĕ: вилес патне çитет ĕнтĕ. Потом и мать его стала совсем плоха, так что уже была почти при смерти. О сохр. зд. Кĕрсессĕн çын кӳкĕрт шăршипе (пăчланса) аптраса кайса вилет. Если человек войдет в избу, то от запаха серы лишится сознания и умрет. Календ. 06. Сĕрĕмпе аптăранă çын, человек, который угорел. Ib. Чĕрепе аптăракан çын, человек, страдающий от сердцебиения или болезни сердца. Орау. Паян Якур арăмĕ аптăранă, тет. Ывăл тăвать-и, хĕр тăвать-и ĕнт? Сегодня у жены Егора говорят, начались сильные схватки. (Не знаю) уж, сына-ли родит или дочь. || Заметим еще своеобразные обороты: аптăранă енне, реrturbato animo etc. будучи в растерянности, не зная что делать и т. п.; нимĕн тума аптранă енне, id.; нимĕн тума та аптăра, nescire, quid sit agendum, не знать, что делать; растеряться и т. п.; нимĕн калама та аптăра, nescire, quid dicas, не знать, что сказать; ниçтан тупма та аптăра, nescire, unde petas, не знать, где найти, и т. д. Истор. 78. Хăраса нимĕн тума аптăранă енне Владимирти аслă княç патне ярса çарă ыйттарнă. От страха, не зная, что делать, он послал (послов) к великому князю владимирскому просить войска. Орау. Вара аптăранă енне ун патне кайнă. Тогда, не зная, что делать, он отправился к нему. Нимĕн калама та аптăрарĕ. Не знал (был в недоумении, не мог), что сказать. ЧС. Вара эпĕ нимĕн калама та аптăраттăм. Тогда я был (точнее: бывал) не в состоянви что-либо ответить или: не знал, что сказать. Орау. Никама яма аптрарăм. Не мог найти, кого послать. СЧЧ. Çемьесем вăл ачана нимĕн тума та аптрарĕçĕ. Семейные не знали, что делать с (заболевшим) ребенком. ЧС. Мĕн тăвас ĕнтĕ? ним тума та аптăранă. Что делать? положение было безвыходное. Сред. Юм. Ашшĕпе амăшĕ хавасланнипе ним тума та аптăранă. Их родители от радости не знали, что делать, т. е. страшно обрадовались. Собран. Халăха пухсассăн (çăмартине) никама та памасăр аптрарĕ, тет, мĕшĕн тесен Йӳрĕкĕ килте пулнă. Когда он собрал народ, то не знал, кому дать яйцо, так как Юрик (тогда) был дома. № 47 Истор. 13. Салтакĕсем нимĕн çиме аптăраса çывăхри ялсене çаратма çӳре пуçланă. Солдаты, не имея, что есть, стали грабить ближние селения. || Также заметим обороты: ĕççĕр аптăраса, ad tempus fallendum, от скуки (точнее: не зная, что предпринять от безделья), ним тума аптăраса, languens (-tes) otio; otii consumendi causa; ad tempus fallendum; impatientia morae; urgente moerore, томясь от безделья; для провождения времени; в нетерпении; от тоски и т. п. Юрк. Чисти ĕççĕр (ĕçсĕр) аптăраса тăнă чухне. В часы томительного безделья. Орау. Ним тума аптраса тухса суллантăм вара ăрам тăрăх. Не зная, что делать (или: не зная, как убить время, или: не зная, чем заглушить тоску), я вышел и поплелся по улице. N. Вара пит аптăраса туя каймах пухăнаççĕ каяллах каччă патне. Тогда, горя нетерпением, они снова собираются у жениха, чтобы уже отправиться за невестой.

апшур

(апшур), homo edax, gulosus, vorax, a v Russ. обжора. N. „Эс мĕн емел пĕлен?“ тесе калать, тет. — „Эпĕ, тесе калать, тет, мĕн панă, ăна çиеп, — апшур“, тесе калать, тет. „А каким ты обладаешь искусством?“ говорит он. — „Я, говорит тот, — обжора; я съедаю все, что мне ни дадут.“ В Череп. в том же знач. — ĕмĕтсĕр, калмăк.

арсăр арăм

(арзы̆р), ap quae non habet virum; vidua, не имеющая мужа, вдовая. Ст. Чек. Арсăр арăмăн пурăнăçĕ çав ĕнтĕ; сухана та тытмалла пулат, вăрманне те çынтан (у других: çынна) кастарас пулат. Такова уж жизнь вдовы! Надо и для пашни людей нанимать, и для рубки леса приходится обращаться к другим. Орау. Арсăр арăм-им эпĕ пасара (или: туя) пĕччен ларса кайма? Разве у меня нет мужа, чтобы мне ехать на базар (или: на свадьбу) одной? || Vidua iibidinosa, вдова плохого поведения (Пшкрт) Ср. N. Арсăр арăм — йĕвенсĕр кĕсре. Женщина без мужа (вдова) — кобыла без узды (т. е. ее некому сдерживать; послов.).

ар-çури

ар-çори, ар-çурри, ар-çӳри (арз’удиы, арз’оϱиы, арз’уϱϱиы, арз’ӳри). i. e. quasi vir? Cf. ама çурри. Ita appellator daemonum silvestrium genus, capite permagno, oculis vero minutissimis, ut qui grani millii magnitudinem non excedant, qui viatores per silvosa loca iter facientes insectari creduntur identidem ciamantes, ut denticulos suos sibi comedendos praebeant; quos consecuti titillando interimere, dentesque eorum evulsos avidissime devorare dicuntur. Ex hominibus sepulcro carentibus fieri atque in varias formas transfigurari posse putantur. Ignem, aquam, salem, canem reformidare dicuntur. Quibusdam locis quasi in deorum numero habentur, sacrificiisque modicis honorantur. De his narrantur fabulae permultae, quas omnes hoc quidem loco recensere a proposito nostro alienum est. Alii (хиртисем) feminam esse volunt mammosam, inusitata magnitudine, quae ostendens genitalia cum risu impudentissimo viatores ad se vocare soleat; alii, omissa impudentia, pueros ab ea duos dorso portari dicunt, qui mammas eius ad tergum reiectas sugant. V. Paasonen H. Csuvas Szójegyzе́k, 51., Mе́szaros Gyula, A csuvas ӧsvallás emlе́kei, 51, 52 || Название лесного духа. Рекеев. У чуваш есть предание, что в старину в лесах жили арçурри — род обезьян, которые старались встретиться в лесу с человеком. Они очень любили полакомиться человеческими зубами, для чего щекотали человека, вырывали у него все зубы и глотали (их?). Арçурри отыскивал человека ло голосу, обманно отвечая на крик человека. Арçурри очень боялся рек, ключей и вообще воды. Приближаясь к человеку, он спрашивал: „Шыв вирелле каятна, шыв юхалла каят-на?“ (ты идешь против течения или по течению?). На что догадливые чуваши отвечали: „Юхалла, юхалла (по течению), чем и спасались от арçурри. Дело в том, что говорить: „шыв вирелле“ (против течения) нельзя было, потому что арçурри живо обежит исток или начало ключа или речёнки и живо явится к человеку; а если ответить ему: „шыв юхалла“, то он знает, что устье реки обойти невозможно, и оставляет человека в покое.“ || Говорят, что в прежнее время был обычай уводить в лес и умерщвлять больных, старых и увечных; души их, бродившие с криком по лесу, назывались ар-çури. || Якей. „Арçури — души убитых и не получивших напутствия (кĕл тутармасăр çапса пăрахнă çынсен чонĕсем). Шорк. Ар-çори — дух, обитающий в лесу; его можно видеть в разных видах. Он очень громко кричит, и если человек заплутается в лесу, то ар-çори откликается на его крик, сам зовет (его) и таким ооразом завлекает в самую глубь леса; иногда же сам гонится за человеком, зовет его по имени и хохочет. Избавиться от него можно крестом, вырезанным из земли. Ст. Чек. Арçури принимает разные формы, знает имя человека, щекочет его, и человек умирает. Нюш-к. Хĕр ача тăвса вăрмана кайса пăрахса витмесĕр хăварсан ултав ачи арçури пулать. Если девушка родит ребенка и бросит его в лесу, не прикрывши (землею?) то пригулыш обращается в арçури. V. Магн. 194. Ib. Çын шăмми те тăпра айне кĕмесен арçури пулать. Также если кости человека не будут зарыты в землю, то они обращаются в арçури. Ib. Арçури шăмă хышлакан кайăкран тарса çӳрет. Арçури убегает от зверя, который гложет кости. С. Хочашево. Арçорри тона-шăннинчен полать. Арçорри происходит из берцовой кости. Собран. Арçури вăл качча кайман хĕртен çуралнă, тет. Ăна çав хĕр çуратсанах сĕм вăрмана кайса пăрахнă, тет. Вăл вара ӳсе-ӳсе питĕ пысăк çын пулса виçĕ юман тăррине улăхса ларнă, тет. Унăн сăнĕ тĕм-хура, çӳçĕ вăрăм, тăват куçлă, тет; куçĕсем иккĕшĕ малта, иккĕшĕ хыçалта, тет. Виçĕ алăллă, виçĕ ураллă, тет. Çав ар-çури вăрманта хăй патĕнчен çын иртсе каякана çынăн ячĕпех кăшкăрат, тет; çынни те ăна хирĕç кăшкăрсан ун патне вăрмана шатăртаттарса пырат, тет те, тытса çисе ярат, тет. Говорят, что арçури родился от (незамужней) девушки. Мать, родив его, тотчас же отнесла новорожденного в дремучий лес и там его забросила. После этого он стал рости, и наконец обратился в огромного человека и засел на вершинах трех дубов. У ар-çури совсем черное лицо, длинные волосы и четыре глаза: два спереди и два сзади. У него три руки и три ноги. Человека, который проходит лесом мимо него, он кличет по имени, и если тот откликнется на зов, то арçури подбегает к нему, поднимая треск по лесу, схватывает его и съедает. Чуратч. Ц. Арçӳри вăрманта пурăнать. Вăл хĕр ачасем арçын-ачасемпе вылясассăн пулнă ачаран пулать. Хĕр ача çуратсан, çынсенчен намăс тесе, час-часах ачине вĕлерсе, çынсем сисеччен, пĕр-пĕр çырмана пăрахаççĕ. Хыпаланса вĕсем ачи çине пĕр тăпра пĕрчи те пăрахмаççĕ. Çавăнпа вара: тăпра сапманшăн, кĕлтумасăр вилнĕшĕн, тата хăй ачине хăй вĕлернĕшĕн, çав ача вăрмана кайса арçӳри пулат. Хăйне пăрахнă кун çав арçӳри кăçкăрса çӳрет, тет. Ар-çӳри живет в лесу. В арçӳри обращается ребенок, который родится в том случае, если девушки играют с юношами. Когда девушка родит, то, из стыда перед другими, часто убивает ребенка и бросает его тайком куда-нибудь в овраг. Второпях девушки (оставляют ребенка), не бросив на него ни одной порошинки земли: Поэтому ребенок, так как его не посыпали землею и не отпели, и так как мать убила свое родное дитя, уходит в лес и обращается в ар-çӳри. Говорят, что в тот день, в который его бросили, ар-çӳри ходит и кричит. СТИК. Чăвашсем каланă тăрăх (руссицизм) арçурри çынна питĕ кăтăклат: хăй ахăлтатат, хăй кăтăклат. Арçуррие вĕлерсен ун пĕр тумлам юнĕнчен тата арçурри пулса тăрат. Арçурри вăрманта пурăнат. Пĕрре пĕр çын арçуррие каçпа уйăх çутипе вăрман тăрринче çăпата туса ларнине курнă. Ун аллинче пĕр турат, тет, шĕшлĕ вырăнне. По словам чуваш, арçурри щекочет людей: сам хохочет, а сам щекочет. Если убить арçурри, то из каждой капли его крови нарождается новый. Арçурри живет в лесу. Однажды один человек видел вечером, при свете месяца, как арçурри сидел на дереве и плел лапти. В руке у него был, вместо кочедыка, сучек. Собран. Тата пысăк вăрмансенче ар-çурри пур, теççĕ. Вăл тĕклĕ, тет. Унăн пуçĕ пысăк, теççĕ, куçĕ вир пĕрчи пек кăна, теççĕ. Вăл çынна курсан: „Катьтя пар!“ тесе чупат, теççĕ. Вăл вăрманпа тан, тет. Еще говорят, что в больших лесах есть арçурри. Он покрыт шерстью. Голова у него большая, а глаза лишь с просяное зернышко. Говорят, что если он завидит человека, то бежит к нему и кричит: „Дай мне твои зубки!“ По своему росту он, будто бы, ровен с лесом. Арçури вăл вăрманта пурăнать тата вахăчĕ-вăхăчĕпе вăл лупашкара пурăнать. Вăл этем е пĕччен çĕрте пит аптăратать, вăл йытăран пит хăрать. Ăна йытăпа хăвалаттарсан вăл çине (i. е. çынне?) пит йăлăнса чарма хушать. Арçури живёт в лесу, а иногда и в овраге. Он очень одолевает человека, когда последний один, но очень боится собаки. Если станешь травить его собакой, то он начинает умолять человека, чтобы тот отозвал (унял) собаку назад. Якей. Ар-çури вăл хĕсепсĕр вилнĕ çынсенчен полать; вăсам вăрманта порнаççĕ. Вăрманăн тăват кĕтессинчен тăваттăн тохса кăçкăрса пĕр çĕре похăнаççĕ. Вăсам „онта кама, хăçан, хăш вырăнта хăратмаллине шотлаççĕ. Арçури çынна вĕлермест, анчах хытă хăратать. Люди, умершие неестественною (чувашин перевел: „ненормальною“) смертью обращаются в арçури; они живут в лесу. Четверо их выходят из чеырех углов леса и с криком сходятся на одном месте. Там они совещаются о том, кого, когда и в каком месте пугать. Арçури не убивает человека, а только очень пугает. Шерче-к. Арчури (ita tribus locis scr.) вăл питĕ хăратакан япала. Вăл усал сывлăш. Вăл сарăмсăр вăрманта пачăшка умăнче çылăхине каçарттармасăр, турă юнне сыпмасăр вилнĕ çынтан пулать, теççĕ. Тата калаççĕ: мĕлле майпа вилнĕ, çавăн пек курăнса хăратать, теççĕ: хĕлле сивĕпе шăнса вилнисем çулла та кĕрĕкпе... (hic non lrgitur) çунапа çӳреççĕ, теççĕ; йăвăç айне пулса вилни пĕрех-маях кăçкăрать, теççĕ; йăвăç каснă чух йăвăç çинчен ӳксе вилни йăвăçсене касса, çĕмĕрсе çӳрет теççĕ. Тата хăш-хăшĕ иртсе пыракан çын ятне каласа хыçран чупать, теççĕ. Ар-çури очень пугает людей. Он — злой дух. Говорят, что он происходит из человека, неожиданно погибшего в лесу, без покаяния и причащения. Говорят еще, что он появляется и пугает людей в том самом виде, в каком погиб: те, которые замерзли зимою, ездят и летом в шубе... и на санях; тот, кого задавило деревом, все время кричит; тот, кто, во время рубки, упал с дерева и разбился на смерть, рубит и ломает деревья. Некоторые бегут за прохожими и кличут их по имени. Ib. Çавăн пек виçĕ-тăватă хут тăварса ячĕ ман лашана арчури. Вара эпĕ шукăшласа илтĕм те ĕлĕкхи аслаттесен сăмахисене, кӳлтĕм лашана сулахая, вара киле тул çутăлнă çĕре лăп çитрĕм. Таким образом ар-çури распрягал у меня лошадь раза четыре. Тогда я вспомнил старинные дедовские рассказы, запряг лошадь на левую сторону, и к рассвету доехал до дома. ЩС. Хĕрсем, арăмсем хăйсен ачисене вĕлерсе упашкана пăрахсассăн вăсем ар çӳри пулаççĕ, тет. Если женщина или девушка убьет своего ребенка и забросит его в овраг, то он обращается в ар-çӳри. Собран. 195°. Ар-çури вăрманта пурăнать, теççĕ. Вăл арçури хĕр ача çуратса пăрахнăстерĕнчен (i. q. пăрахнăскерĕнчен) пулать, теççĕ. Вăрманта арçури кăчкăрнипе илтсессĕн хирĕç кăчкăрма юрамаçть: хирĕç кăчкăрсассăн килсе çисе ярать. Кăчкăрсассăн та тăват-пиллĕк хуччен кăчкăрас пулать, вара ар-çури: „Этем ывăлĕ-хĕрĕ мăшкăлать“, тесе пымаçть, теççĕ. Ар-çури живет в лесу. Говорят, что в ар-çури превращается ребенок, рожденный и брошенный девушкою. Если услышишь в лесу крик ар-çури, то на него нельзя откликаться, иначе он подойдет и съест. Если же откликнешься, то надо сделать это четыре или пять раз; тогда ар-çури скажет: „Это люди передразнивают меня“, и не подойдет. Собран. З77. Ар-çурие шыва май тесен пырат, тет, шыва хирĕç, тесен тарат, тет. Говорят, что если ответишь арçури: „По течению“, то он подойдет, а если скажешь: „Против течения“, то он убежит. (Это неверно, см. выше). Ямбулат. Вăл тата йытăран, вут-кăвартан, тăвартан питĕ хăрать, теççĕ. Говорят, что он (ар-çури) очень боится собак, огня и соли. Перв. Тувси. Арçури кӳлнĕ лашана тăварса ярать, теççĕ. Говорят, что ар-çури распрягает у проезжего запряженную лошадь. Ib. Чăвашсем: ар-çури çыпăçсан çăкăр татăки ун енелле утас (= ывăтас) пулать, теççĕ. Чуваши говорят, что если привяжется (на дороге) ар-çури, то надо бросить в него („в его сторону“) куском хлеба. N. Тăпра çын çине лекмесен ар-çури (scr. ара çури) полать. Если на умершего не попадет земли, он обращается в ар-çури. Сред. Юм. Ар-çӳрин тõмтир пõлать, тет; çав тõмтире тõпса тăхăнсан çынна никам та кõраймас, тет, õ вара таçта япала кĕрсе илме те пõлтарать, тет, пĕр пус õкçа тӳлемесĕрех. Çавăн пик пĕр çын вăт чăртнă (i. q. чĕртнĕ), тет те, çывăрма выртнă, тет. Хăй выртнă чõхне пĕр ар-çӳри пычĕ, тет, ăшăнма, тõмтирне астумасăр хăварнă, тет. Кõ çын çав тõмтире тăхăнса темле макаçăнсĕнчен кĕрсе тавар илсе тõхса тем пик пуйса кайнă, тет. Тулккĕ (тул’к’к’э̆) хывса пăрахма йорамас, тет, õ тõмтире. Çав çын пĕре хõларан таврăннă чõхне пит ăшă пõлса õрапа çине хывса хõнă, тет те, çавра çил пычĕ, тет, вĕçтерсе те, ар-çӳри тõмтирне вĕçтерерчĕ кайрĕ, тет. Çавăнтан вара ĕнтĕ халь никам та топаймас, тет, çав тõмтире. Говорят, что ар-çӳри носит одежду, и если кто-нибудь найдет ее и наденет на себя, то сделается для всех невидимым и тогда может всюду входить и брать товар, не заплатив за него ни копейки. Рассказывают, что однажды один человек разложил костер и лег спать. Пока он спал, к огню подошел погреться ар-çӳри, и ушел, позабыв у костра свою одежду. После этого тот человек заходил в самые лучшие магазины, забирал там товары и страшно разботател. Только, говорят, эту одежду снимать нельзя. Однажды, когда этот человек возвращался из города, было очень жарко, и он снял с себя одежду, оставленную ему арçӳри и положил на телегу. Вдруг поднялся вихрь и унес одежду. С тех пор, говорят, никто не может ее найти. Ib. Ар-çӳри çапăннă. Ар-çӳри çапăнса çынна чирлеттерет, тет. Леший натолкнулся. Говорят, что если на человека натолкнется леший, то человек захворает. V. Магн. 247, 112. С. Богатыр., Ядр. Пошăт каснă чох çак çынсен çывăхĕнчех ар-çори кăшкăрма поçларĕ, тет. Кăшкăрать, тет, хăй этем пек, анчах темиçе тĕслĕ саспа та, тет. Когда они рубили лыки, совсем близко от них стал кричать ар-çори. Он, будто бы, кричит по-человечьи, но на разные голоса. Ib. Пĕрре пĕр çын Шопашкара сотăпа кайнă, тет. Пер вăрмана çитсен каç полчĕ, тет. Пĕр çырма патне çитсен лаша омĕнче арçори шори! кăшкăрса ячĕ, тет те, лаша топах тăчĕ, тет, нимскер тусан та каймасть, тет, малалла. „Чим-ха, эпĕ илтнĕччĕ мĕн тумаллине“, тесе каларĕ, тет, çын. Вара йоман патак касрĕ, тет те, ăна çорса çурăкне савăл çапса лартрĕ, тет. Вара арçори: „Ай-ай, ай-ай!“ тесе кăшкăрма поçларĕ, тет. Унтан вара çын савăлне кăларчĕ, тет те, арçори тарчĕ, тет. Как-то раз один человек поехал в Чебоксары продавать хлеб. Доехал он до леса, и наступил вечер. На краю одного оврага вдруг впереди лошади раздался пронзительный крик арçори. Лошадь остановилась, как вкопанная, и ни за что не хотела итти вперед. „Постой-ка!“ сказал человек: „я слышал, что тут надо сделать!“ Он вырубил дубовую палку, расщепнул ее (с конца) и забил в расщеп клин. Как только он это сделал, арçори закричал: „Ай-ай! ай-ай!“ Тогда человек вынул клин, и арçури обратился в бегство. Панклеи. Ар-çури вăл вăрманта çапса пăрахнă çынсанчен полать, тет. Говорят что в „арçури“ обращаются люди, убитые в лесу. Хорачк. Арз’уϱи вы̆л п̚олны̆ без время (siс!) вилнэ̆ с̚ын. Арз’уϱиы полза. С’олда лы̆кра хы̆н’џа вилнэ̆ ҕон т̚оҕат. Арçури — человек, умерший безвременно (т. е. неестеств. смертью). Он обратился в арçури. Ежегодно, в день своей смерти, он показывается (на свет божий). — У М. Ваçильева ар-çури указывается в числе божеств 7-го разряда. || Convicium est in puellam non satis verecundam. Переносно „ар-çури“ означает женщину, похожую в своем поведении на мужчину, нескромную. Череп. Ку хĕр чисти ар-çурри! Эта девка большая безобразница! (ведет себя без скромности, свойственной ее полу). СТИК. Ахтар! арçурри-ĕçке çав! Ах, какая безобразница! || Сред. Юм. Ар-çӳри пик çõхрать. Кричит как „арçӳри“. Так говорят о том, кто очень кричит (пит çõхракан çынна калаççĕ). Абыз. Ар-çури пек сиккелесе çӳрет. Прыгает, как ар-çури (говорят об отчаянном. Çĕн-Кипек. „Вăл (хĕр-ача) арçури пек (арçын ача пек), тĕр тума та пĕлмеçть.“ Она (девушка), как ар-çури (как парень), и вышивать-то не умет. Некоторые говорят, что ар-çури — женщина, высокая, с большими грудями, с волосами до земли. Cf. Paasonen, Csuvas Szójegyzе́k, 5. Ст. Чек. Пăхрăм çул çине. Темĕскер çӳлĕ те хулăн çул çинче тăрат. Хĕр-арăм евĕрлĕ, пĕвĕ ман икĕ пӳ чухлĕ, хыçĕпе ман енелле тăрат, çӳçĕ ура тупанĕ таранчченех. Эпĕ вăл тăнă тĕле çитесси пĕр вунă хăлаçа яхăн юлса чарăнтăм. Мана хай япала ятпа чĕне пуçларĕ. Сасси хăйин ман салтакра вилнĕ юлташ сасси пек. Эпĕ чĕнмерĕм. Виçĕ хуччен чĕнчĕ. Унтан ман еннелле çаврăнчĕ те, ман патмалла ута пуçларĕ. Чĕччисем пăтавкка пек. Эпĕ турра асăнтăм та, виçĕ хут сăх-сăхрăм та яра патăм патакпа. Вăрман шăттăр-шаттăр, шăттăр-паттăр тăват; йывăçсем ӳксе пыраççĕ. Хай япала йывăçсене хирсе вăрман ăшне кĕрсе карĕ. Нумайччен шăттăр-шаттăр, шăттар-паттăр туни илтĕнчĕ. Эпĕ турра сăх-сăхрам та, виçĕ çухрăм вăрмантан тухачченех чупрăм. Хам курнинчен хам тĕлĕнетĕп. Çав арçури мар-им ĕнтĕ? Я посмотрел на дорогу. На дороге стояло что-то высокое и толстое. [Это существо] было похоже на женщину; ростом оно было выше меня вдвое; оно стояло ко мне спиною, и его волосы доходили до пят („до подошв“). Когда между мною и им оставалось около десяти сажен, я остановился. Существо стало звать меня по имени. Голос его был похож на голос моего товарища, умершего в солдатах. Я молчал. Оно назвало меня трижды. Потом (женщина) обернулась ко мне (лицом) и пошла ко мне. Груди у нее с пуловку (малёнку). Я помянул имя божие, перекрестился трижды, да как швырну палкой. Лес затрещал, деревья стали ломаться и падать. Существо скрылось в лесу, ломая (на пути) деревья. Долго слышен был треск по лесу. Я перекрестился и пустился бежать. Бежал я З версты, до тех пор, пока не выбежал из леса. Я и сам дивлюсь тому, что мне (пришлось) увидеть. Неужели это не ар-çури? Ib. Пĕр çын вăрмана лашине кайса янă, тет. Вăрманта çиме пит аван пулнă, тет. Çын килелле кайсанах вăрмантан арçури тухнă, тет те, лашана утланса кустарса çӳренĕ, тет. Лаша каçхине хап-хура шыва ӳксе тавăрăннă, тет. Хырăмĕ çатан (или: кĕççĕ) пек пĕрĕннĕ, тет. Çын тепĕр кунта çавăнтах кайса янă, тет, анчах хăй вăрман (йывăç) айне выртса лапшне куçласа тăнă, тет. Пычĕ, тет, лаша патне арçури. Утланчĕ, тет те, лаша çине, ну кустарса çӳрет, тет. Çын лашине вăрмана хăварса киле тавăрăнчĕ, тет те, ват çынсене каласа пачĕ, тет. Ват çынсем ăна лашин утланакан вырăнне сăмалапа сĕрсе яма шухăш пачĕç, тет. Тепĕр кун çын лашин утланакан çĕрне сăмалапа сĕрсе ярат. Арçури малтанхи пекех лаша çине утланчĕ, тет те, кустарса çӳрерĕ, тет. Каç пулсан арçури лаша çинчен анма пикенчĕ, тет, анчах кучĕ çыпăçса кайнă, тет. Лаша килелле ута пуçларĕ, тет. Хире тухрĕç, тет. Арçури çул тăрăх: „Хире тухсан хир кулли, яла кĕрсен ял кулли!“ тесе макăрат, тет. Арçури макăрнине итлеме пĕтĕм ял пухăнчĕ, тет. Лаша хуçи, лаши карташне кĕрсен, арçурие лаша çурăмĕ çинчен антарчĕ, тет те, хӳринчен тытса тикĕтленĕ пушăпа кутĕнчен: „Ан утлан! ан утлан ӳлĕмрен лаша çине!“ тесе каласа, çаптарчĕ, тет. Арçури çавăнтан вара лаша çине утлану пулмарĕ, тет. Один человек пустил в лес лошадь. Корм в лесу был хороший. Как только человек ушел домой, из леса вышла арçури, села на лошадь и пустилась на ней скакать. Вечером лошадь пришла домой вес в поту. Брюхо у нее до того сморщилось, что стало похоже на плетенку (или: на войлок). На другой день человек пустил лошадь туда же, но только сам лег под деревом и смотрел за лошадью. Пришла к лошади арçури, села на нее верхом, и ну скакать. Человек оставил лошадь в лесу, воротился домой и рассказал (о случившемся) старикам. Старики научили его намазать то место у лошади, где садятся верхом, смолою. На другой день он так и сделал. Арçури попрежнему села верхом на лошадь и пустилась скакать. Когда наступил вечер, арçури стала слезать с лошада, [но не могла], потому что задница пристала к лошади. Лошадь пошла домой. Выехали в поле. Арçури едет и плачет: „В поле выехала — посмешище полю, в деревню въеду — посмешище деревне!“ Вьехали в деревню. Арçури и здесь плачет и приговаривает: „В поле выехала посмешище полю, в деревню въехала посмешище деревне!“ Вся деревня собралась послушать, как плачет арçури. Когда лошадь вошла во двор, хозяин ее стащил арçури с лошади, схватил за хвост, взял намазанный дегтем кнут и давай пороть! Сам порет, а сам приговаривает: „Вперед не езди верхом! Вперед не езди верхом!“ С этой поры ар-çури перестала садиться верхом на лошадей. Ст. Чек. Арçурри чĕччисем мишук пек вăрăм, тет, çӳçĕ ура тупанĕнченех, тет. Чупса кайнă чухне ланк, ланк, ланк, ланк (scr. ланк, ланк, ланк, ланк) туса пырат, тет. Йăт-качăкаран, пушăран арçурри вăл хăрат, тет; пĕрре хĕнесе е касса тумлаттарнă тумлам юнĕнчен темĕн чухлĕ пулать, тет. Ята пĕлет. Шыва хирĕç çын патне пымас, шыва май пусан (= пулсан) час çитет. Çынна тытсан кăтăкласа вĕлерет те, шăлĕ малтине (Iеgе: малти шăлĕсене) кăларса илет. — Шыва хирĕç-и, шыва май-и? — Шыва хирĕç, шыва хирĕç! Груди у ар-çурри длинные, как мешки, а волосы до подошв. Когда она бежит, то груди так и болтаются. Ар-çурри боитоя собак и кнута; если ее прибить или порезать, так чтобы капнула капля крови, то, говорят, из одной капли сделается несметное множество (ар çурри). Она знает имя (человека). Она не подходит к человеку против течения, а если случится по течению, то настигает его очень скоро. Поймав человека, она щекочет его до тех пор, пока тот не умрет, и вынимает у него передние зубы. [Арçурри спрашивает:] „Против воды или по воде?“ [Человек должен отвечать:] “Против воды, против воды!“ Ib. Каттине пар! Дай зубки! [говорит ар-çурри]. Ib. Çăмкка! йăтту пур-и? пушу пур-и? — Пур, пур! Кил-ха кунта, ак парса ярап! Семён! есть у тебя собака и кнуг? — Есть, есть! Иде-ка сюда, я вот тебе дам!

ара

(ара). Coniunctio adversativa: at. Союз, выражаюший возражение, полное несогласие говорящего с тем, что ему пришлось услышать от своего собеседника, а также несоответствие наблюдаемого явления с тем, чего ожидали или хотели, или с тем, что должно было быть, или же с теми воззрениями, какие имел на тот или иной предмет говорящий. Нередко „ара“ начинает собою предложение, в котором высказывается указание ни некоторую как бы неуместность вопроса, заданного собеседником, причем самое дело выставляется настолько простым, что как бы не нуждается в разъяснениях; или же ставится в начале слов, которыми указывают на неуместность поступка или заявления, а также на отсутствие для него разумных оснований. Иногда союз „ара“ сообщает речи оттенок удивления, недоумения и вообще делает речь более оживленною. Букв., 1908, 19. Акка! ĕне пăрулама выртнă, кĕвелĕк парса яр-ха мана, тесе ыйтать, тет. — Ара, те пăрулама выртна халĕ вăл, те ахал, выртнă. Сестрица! (так обращается чувашка к женщине старше себя возрастом, если они обе выросли в одной деревне) у меня хочет телиться корова, дай-ка мне немножко закваски [сметаны (йӳç хăйма) или турăх, чтобы заквасить молоко]. — А неизвество еще, хочет ли она телиться, или просто так легла. В. Олг. Воç кĕпе çапат ара; кĕпе çумалла-и паян?! Да (ды̆) вон она белье колотит; разве сегодня моют („следует мыть“) белье?! N. Ара ăна çĕртен илнĕ, çĕре пытарса пăхам-ха. Да (что же я раздумываю-то) ведь это взято от земли, попробую-ка я зарыть его в землю Reguly, 521. Вăл исе кайни (i. е. кайнă-и) ара, эс она ятлатăн? Вăл исе кайман. Да разве это он взял? Зачем ты бранишь его? Он не брал („не уносил“). Ib. 524. Ара мен полĕ онта кайнăшăн? А что будет, если туда сходить? („за хождение туда“), т. е. не будет никакого наказания. Ib. 524. Ара айта кайăпăр, мĕн полĕ. Ну так что же? Идём, что будет. Ib. 522. Ара ма тавăрнтăн? Что же это ты вернулся? (или: зачем же ты вернулся?). В. Олг. Ара, кона хопма та астуман эпĕ! Смотри-ка (или: представьте), я даже забыла („не припомнила“) ее затворить! КС. Ара, эпех каларăм пать-и-ха (= пулать-и-ха)? Неужели действительно я сказал (это)? [букв.: „А что („и-ха“), неужели („ара“) выходит так, что („пать“) действительно („ех“) я сказал?“] (недоумение). Ib. Кам арă апла сăтăр турĕ пулать-ха ăна? Кому же это нужно было повредить его („кто же это, выходит, так повредил его?“) (недоумение). Ib. Ара çаннуна чĕртĕн тем! Да (ды̆) ты, я вижу, разорвал себе рукав! (неожиданность). В. Олг. Ста ара мĕнĕ, сăкманĕ? Где же это тот, как бишь его, кафтан-то? (сказал человек, ища кафтан и не находя его). Тоганаш. Эс мĕскерле çын ара? Что ты за человек? (т. е. странный чел.). Ходар. Ара эсĕ мĕскерле çын?! Мĕн хăтлантăн капла? Что ты за человек?! Зачем ты это сделал? Подгорное Ц. Ара, Иван, ма каласа (калаза) итлеместĕн-ха эсĕ? Что же это ты, Иван, не слушаешься? Микуш. Вара пĕри астуса каларĕ, тет: „Ара пирĕн чĕреп юлнă вĕт; атьăр-хă, ăна кайса чĕнер.“ Тогда один из них вспомнил и сказал: Да ведь у нас (еще) остался еж; идемте-ка, призовемте его.“ — Череп. Эпĕ ăна чĕннĕччĕ-çке ара! Да ведь я его звал (и мне непонятно, почему он не пришел). КС. Кĕнекене шырарăм-шырарăм, тупаймарăм. — Çантах пулĕ ара, шыраса пăх-ха татах. Я искал, искал книгу, и не нашел. — Да (ды̆) она, чай, тут же; поищи-ка еще. Ib. Ма чармарăн эсĕ ăна? — Ара асăрхаймарăм-çке эп ăна! Почему ты его не остановил? — Да ведь я его не заметил! Ib. Ара хăçан каларăм эп сана: „Ан кай“, тесе? Когда же [или: да (ды̆) когда же] я говорил тебе, чтобы ты не ходил? Ib. Эс мĕшĕн ăна вун-çичĕ пус анчах патăн? — Ара хамăн пулмарĕ-çке манăн! Почему ты дал ему только 5 коп. (17 коп. на ассигн.)? — Да (ды̆) у меня у самого не случилось (денег)! Ib. Çтан ара ăна асăрхаса çитеретĕн! Да (ды̆) где все эта заметишь! Ib. Паян хăнасам пурте килчĕç, кĕрӳсем килмерĕç; хытă каланăччĕ-çке-ха ара вăсене! Нынче все гости приехали, а зять (с женою) не приехал; а ведь, смотри, я им крепко наказывал (чтобы приезжали). Ib. Кунта-ç ара кăсам! Да (ды̆) вот где они! Ib.? Вăсем вырсарни-кон та ĕçлеççĕ тем ара! Да (ды̆) они, оказывается, и по воскресеньям работают! Ib. Санăн укçу-тенкӳ пур, тытăн сут тума. — Çапла та ара, тытăнма хăрап çав! у тебя деньги есть, примись торговать. — Да (ды̆) это так, но дело в том, что я боюсь приняться (за торговлю). Ib. Ухмах та ара апла тăвас çук. Да (ды̆) так (т. е. этого) и дурак не сделает! Ib. Ма суятăн? пурччĕ-ç ара! Да (ды̆) ведь было ([араб сăмахĕ]), что ты врешь, (что не было)? Ib. Ара, манах айăпа кăларатăр тем! Да (ды̆) вы, кажется, действительно меня обвиняете! (или: да вы как же это, неужели меня обвиняете?). Ib. Эпĕ урăх çĕре кайнă пулĕ, тесе; кунтах тем ара. Я думал, что он ушел (куда-нибудь) в другое место, а он, оказывается, здесь же. Ib. Эп: халăх саланнă пулĕ, тесе; саланман тем ара. Я думал, что народ уже разошелся, а он, оказывается, еще не разошелся (удивление). Унтан çиме тесе, (ашне) илнĕ, тет те, шăмми анчах, тет. „Ара ку тĕлĕкре çинипеле те пĕтет-ĕçке“, тесе тĕлĕнчĕç, тет, вара вырăспала тутар. Потом они взяли мясо, чтобы поесть его, но от него остались только кости. Русский и татарин удивились и сказали: „Представьте, оно исчезает даже и оттого, если его едят во сне!“ N. Ку ларчĕ, тет те, каларĕ, тет: „Часрах уçăр хапхана!“ тесе каларĕ, тет. Пичĕшĕсем калаççĕ, тет: „Ара, ухмах, лашасăр çуна каять-и?“ тесе калаççĕ, тет. Он сел (в незапряженные сани) и сказал: „Отворите поскорее ворота!“ Его старшие братья говорят ему: „Что ты, дурак! разве сани поедут одни, без лошадей? Микуш. Çапла пĕр çуртра çĕрле ĕçлесе ларнă, тет, пĕр карчăк анчах çывăрать, тет. Ларсан-ларсан ку карчăк тапратрĕ, тет, мĕкĕрме. Пурте шартах сикрĕç, тет. Нумай та мĕкĕрмерĕ, тет, вăранчĕ, тет. — „Ара мĕп пулчĕ сана!“ тесе ыйтрĕç, тет ларакансем. Однажды таким образом в одном доме сидели ночью и работали; спала только одна старуха. Сидели, они сидели, вдруг старуха принялась мычать. Все вскочили в страхе. Старуха мычала недолго, и проснулась. Сидевшие в избе спросили ее: „Что ты, что с тобою сделалось?“ Ашшĕ каларĕ тет: „Ара, ачам, кăна кама çиме илсе килтĕн эсĕ? ара ку пĕтĕмпе шăна кăмпи-çиç. Отец сказал ему: „Что ты, сынок! кому ты принес их (т. е. эти грибы)? ведь это одни мухоморы!“ Ара эсĕ намăсă та пĕлместĕн тем! Да (ды̆) ты, повидимому, и стыда не знаешь! Ib. Ара, ачам мĕн хăтланатăн эсĕ. Что ты делаещь, дитя мое? (говорят детям, когда он делают что-нибудь предосудительное и пр.). Сред. Юм. Ара õ, Йаппун паши, çĕмрет те çĕмрет-çке (= çĕмĕрет-çке) õ! Смотри-ка ты, что он японский-то царь, делает: бьет да бьетI (Удивление и страх). || In quaestionibus quoque ponitur. cum de re aliqua parum nota plura volunt cognoscere. В вопросах также выражает желание получить более точные сведение о предмете или ближе ознакомиться с предметом. КС. Паян пĕр хĕре Йăванккă хĕрĕ тесе кăтарттăрĕç те, çавах-ши ара вăл? Сегодня мне показали одну девушку и сказали, что это дочь Иванки; но действительно-ли она эта самая? („ши“ выражает здесь сомнение, неуверенность, колебание при разрешении вопроса). Ib. Паян уччиттĕл çĕре хĕвел тавра çавăрнать тесе каласа кăтарттăр те, çаплах-ши ара вăл? Сегодня учитель рассказывал о земле, что она вертится вокруг солнца; но действительно-ли это так? Ib. Паян ман аккасам патне карăм-ха эп. = Пурте сывах-чи (т. е. -чĕ-и) ара? Сегодня я ходил к тетке (см. мăн-акка; см. Оп. чув. синт., I, 66). Ну, что (или: а что). все-ли (там) в полном здоровьи („были вполне здоровы“) Ib. Йăван çĕвĕç çак ялта пурнать, терĕç те, çак ялтах-ши ара вăл? Сказали, что портной Иван живет в этой деревне, но действительно-ли он в этой деревне? Череп. Кунта пулă пур-и? Есть-ли здесь рыба? Ib. Кунта пулă пур-и ара? А что, здесь есть рыба? (т. е., я не знаю, разъясни мне; так спросят, напр., когда подходят к озеру и желают ближе познакомиться с его свойствами, или когда видят человека, который ставит на озере рыболовные снасти). КС. Кунта пулă пур-ши ара? А что, здесь есть рыба? Так спросят, напр., когда ловят рыбу в неизвестном месте, при чем вопрос может заключать в себе: 1) неуверенность в начале ловли, 2) сомнение, 3) недоумение (если рыба не ловится). Ib. Кашкăр куртăм! Кашкăр куртăм! — Тĕсĕ кăвак-и ара? Я видел волка! Я видел волка! — А что, шерсть („масть“)-то у него серая? В этом вопросе, смотря по интонации, может заключаться или недоверие, или насмешка, или простое желание получить более подробные сведения о предмете, который видело другое лицо. Ib. Майри чăвашран пулнăскер, тет. — Чăвашла пĕлет-и ара. У него жена-то, говорят, из чуваш (т. е. чувашка, переделавшаяся на русскую стать). — А знает-ли она по-чувашски (или: а что...). Череп. Аçу Чĕмпĕре каят-ши. Разве твой отец поедет в Симбирск? („ши“ указывает на то, что поездка представляется говорящему сомнительной, невероятной). Ib. Аçу Чĕмпĕре каятах-и ара? Разве твой отец действительно едет (или: решил ехать) в Симбирск? Чире ертним (= ертĕн-им) ара? Ты что же, разве болезнь получил? Ма эсĕ апла сурчăкпа чуста çăратăн? сирĕн шыв çук-и-мĕн ара? тенĕ. Он спросил: „Что это ты месишь тесто на слюнях? а разве у вас воды-то нет“? Б. Олг. „Эп пĕлмен“, тет, „инки“, тет, „той полассине. Камăн ара?“ тет. „Я, тетенька, не знала, что будет свадьба. У кого же это?“ спрашивает она. В. Олг. Хоçи пор-и? — Пор. — Ста ара? — Лаçра. Хозяин дома („есть“)? — Дома. — Где же? — В лачуге. Тоганаш. Минчен ара çавсам? А сколько их? (т. е. этих людей). Ib. Кам ара онта? Кто это там? Çав çын вăл пулчĕ-и ара? Разве это был он? Тоганаш. Çав çын полмари (i. q. полмарĕ-и) ара вăл? Разве это был не он? || luncta imperativo stomachum quendam significare solet. С повел. накл. выражает досаду, недовольство. Б. Олг. Хакне пĕр ластăк пăрахсам ара, эп вара пĕр-икĕ пăт илетĕп паранкăна. Да (ды̆) ты (или: а ты) уступи малость, тогда я у тебя куплю пулика два картошки-то. КС. Атясам ара! А ты идем! (досада на медлительность). Ib. Ан тивсем ара! Да ты не трогай. Ib. Тухсам ара! Да ты выйди! Ib. Килсем ара! Да ты иди сюда!
Во всех вышеприведенных примерах в Ст. Чек. и окружающих селениях употребляется „вара“. || Eadem particula in responses quoque adhiberi solet, quibus praecedentis quaestionis sententia confirmatur. Иногда выражает подтверждение того, что содержится в предыдущем вопросе. Ходар. Эсĕ çара-çунапа çта (ста, шта) каятăн? вăрмана каятни? — Ара. Ты куда едешь на дровнях? в лес? — Да. Ib. Вăрмана аçу каять-и? — Ара. В лес поедет твой отец (est-ce ton pere qui etc)? — Да. Ib. Аçу вăрмана ыран каять-и? — Ара. Твой отец поедет в лес завтра (est-ce demain que etc.)? — Да. Череп. Ара, çапла пулмасăр, çапла çав. Конечно так.

аран

(аран), vix, едва. Ĕссĕр, аран (или: аранах) тăрать. Пьяный, едва держится на ногах. Ст. Чек. Вăл чирленĕ, аран çӳрет. Он захворал и еле ходит. Ib. Ĕçе аран пĕтертĕмĕр. Мы насилу кончили работу. Также: насилу-то, наконец-то. Якей. Эпĕ сана кĕтсе ывăнтăм, аран çитрĕн-ĕç! Насилу то я тебя дождался! (точнее: я устал ждать тебя: насилу-то ты пришел!). Яргуньк. Ах выртса йăванчĕ, тет те, алтан пулса кĕрпе пĕрчине çисе ячĕ, тет. „Аранах çияс тенине çирăм!“ терĕ, тет. Ах лег, перевернулся, обратился в петуха и склевал крупяные зерна. „Наконец-то съел я то, что хотел!“ воскликнул он. || Nonnunquam geminatur. Также употребляется в удвоенном виде. Хайхи ватă арăм вырăнĕ çине выртсассăн аран-аран калаçкаласа выртнă, тет. Когда эта старуха легла на постель, она еле-еле говорила. Хып., 06, 25. Хăшне-пĕрне вуласа пăхсан чун тем пек савăна каять: аран-аран тĕттĕм халăх куçне уçса вăранчĕ иккен! тетĕн. Ст. Чек. Киле аран-аран уткаласа, упаленкелесе килтĕм. Я еле-еле приплелась домой, — где ползком, где как (букв., „пошагивая, попалзывая“).

аранçĕ

(аранз’э̆), i. q. (то же, что) аранçă. Ау, 21°. „Эс аранçĕ тăр-ха, эпĕ аннене яшка пĕçерме хушам“, тесе каларĕ, тет. Он сказал: „Ты подожди немного, я велю маме сварать похлебку“. Альш. Аранçех йĕрсе ямарăм. Я чуть не заплакал. || Nonnunquam ponitur in comparative. Имеет и сравнит. степень. Альш. Анаталла хытăрах каять, тет, ку аранçĕрех. Под гору он поехал немного быстрее (немножко пошибче).

араслан кайăк

(к̚аjы̆к), Iео, N. Эпĕ араслан-кайăка çавăрса тытрăм. Я ухватился за льва.

аре

i. q. (то же, что) ара. N. Вырăс çак пупа курсан: „Аре ку хайхи эп леçекен пупах вĕт!“ тесе, чĕрĕ пупах вăрттăн чупса пырса тытрĕ, тет, те... Когда русский увидал этого попа, то сказал: „Да ведь это тот самый поп, которого я тогда отнес (и бросил в овраг)!“ — и, подбежав к нему так, чтобы тот не заметил, схватил его живого. Ib. Упăшки каланă: „Мĕн тăвасшăн тата апла эсĕ?“ тенĕ. Карчăк каланă: „Аре мĕн тăвасси-мĕнĕ? — эсĕ пĕр пупа кайса чĕнсе кил, унта вара эпĕ мĕн тумаллине хам пĕлĕп“. Муж сказал: „Что же ты это хочешь еще сделать?“ Старуха сказала: „Чего что? — ты вот ступай и позови какого-нибудь попа, тогда я сама найду, что надо сделать.“

кайсам

ну тебя! полно! N. Кайсам! Халиччен илтмен сăмаха калатăн эсĕ! Мĕн суя суйса çӳретĕн эсĕ кунта, каях кунтан! В. Олг. Пустой, кайсам! Пустяки! КС. Кайсам мĕн суеçтерен таккулăх! || Букв. 1886. Анне, эпĕ макăрнине илтсе, пӳртрен тухрĕ те, аттене: илсе кайсам-а (ну уж возьми его с собой), лаша хăваласа пырĕ, терĕ.

кая

(каjа), назад, взад, в конец; позднее; моложе. ЧС. Виçĕ пайĕнче пĕр пайне ĕççе-çиме пар, ик пайне кая (пуçтарса) хума пар. (Моленье). Изамб. Т. Эпĕ ăна чи кая янăччĕ. Моя подвода была самая задняя в обозе. Скотолеч. 35. Виçĕ уйăхран кайисем (те, которые моложе трех месяцев) ку чирпе чирлемеççĕ. О землед. Сӳрене кая хăварсан (если запоздаешь с бороньбой), çĕр çиелтен типсе каять. Толст. Атăл каярах каять. Волга вскрывается позднее. || Дешевле. N. Пĕр пăт илес пулсассăн, вĕт вăл пиллĕк çĕр тенкĕ тăрать, унтан кая тупас çук ăна... || Меньше. N. Тăрăшшĕ виç чалăш пĕренерен лартнă пӳрте виçĕ чӳречерен кая касас пулмасть. Орау. Тырă кая тухрĕ ман, ку хуçа тараси лартат пуль (фальшивят). IЬ. Вăл мана кая виççе пачĕ (обвесил). Виçĕ аршăнтан каяскерпе мĕн тăвас унпа? На что он годен, если он меньше (короче) З аршин? || Мельче. Скотолеч. 16. Виçĕ аршăнтан кая чавма юрамаст (яму). || Хуже. КС. Унăн лаши манчен кая мар. О сохр. здор. Мунчаларан тунă тӳшек çаккăн йыш (-йышши) тушекрен каярах пулсан та, çапах сывлăхшăн вăл та аван.

каярахпа

попозже. Изамб. Т. Çуркунне каярахпа пур тĕрлĕ чечексем ӳссе çитеççĕ. N. Тырă хакĕ ӳснĕрен ӳссе пынă; каярахпа нихăçан пулман хака çитнĕ. КС. Унтан каярахпа акнă калчасем пит аван шăтса туххăрĕçĕ. Янтик. Эсĕ кай-ха, эпĕ каярахпа пырăп. Ты ступай, а я приду попозже.

кайра

позади. К.-Кушки. Вăл пиртен нуммай кайра пырат (идет). Хора-Сир. Эпĕ сирĕн пата çакă, кайра (ниже) кăтартнă сăмахсене, ярма (= яма) кăмăл турăм. N. Вăл кайра тăрат. ГТТ. Кайра — в конце книги.

кавăн

тыква. Юрк. N. Эпĕ уна шăтăкран: çав кавăна татса тух, тесе, хуллен кăшкăрса тăратăп. О сохр. здор. 132. Вĕри (жар) тата хупах çулçипе, е кавăн çулçипе, е йĕпе тăмпа ура хырăмне (икры) çыхсан сахалланать. СПВВ. Кавăн — кавин.

какăр

(кагы̆р), рыгать. Б. Олг. Ме какăратăн конта, килĕшет-и çын унче? айккалла какăрас мар-и! Хурамал. Çимесен те, какăрса тăр халĕ! (Говорят голодному человеку с гневом). Хорачка. Вот хальă какăрса ларат, çимелли-ĕçмелли пĕтрĕ. Ст. Чек. Тăрансан, какăраççĕ. Сред. Юм. Какраччин çинĕ тесе, нăмай тăраначчинех çисен калаççĕ. Зап. ВНО. Какăриччен çырăм çырлана. СПВВ. Какăрас, какăрать, выçă какăрат. ПИТ. Таварăннă чухне каллах: ей-ай-ай! Хамăр та çавăнта каяс пулат-ĕçке (умереть), хамăр (чит. хамăра) çапла хываçин, хисеплĕçин, юрĕччĕ те, темĕн çав; хăш чухнехи ача-пăча ваттисенĕн сăмахĕсене ӳкĕте кĕрекен мар, вара какăрса выртас (лежать голодными) пулат, тесе калаççĕ. Сред. Юм. Паян пит нăмай çисе толтарнă та, какра (= какăра) тăрап (все рыгаю). Орау. Тутарпа чăваш, тата тепĕр вырăс таçта пĕрле апат çиме кĕнĕ, тет те, апат çийиччен калаççа лараççĕ, тет. Чăвашĕ: эпĕ, тăрансан, какăратăп, эпĕ тăраннине çавăнтан пĕлмелле, тесе калать, тет. || Нюш-к. Шăпăр какăрат (когда не перебирают пальцами, то он издает однообразный звук). || В перен. см. Тюрл. Какăрса выртрĕ ĕнтĕ, умер. См. какăрăл.

кала

говорить, сказать, рассказать. В. Олг. Мĕн калатăн? Что скажешь? К.-Кушки. Хăш чух ик-виç сăмах калан та, пĕтсе те ларат. Скажешь иной раз два-три слова, и конец. Хурамал. Манран каласа пултăр, килме каларĕç: каятни, каймастни. Мое дело только сказать: велели притти, пойдешь или нет (это меня не касается). N. Он пек каламаççĕ пирĕн. Этого оборота у нас (в нашем говоре) нет. N. Эс апла никçан та ан кала (не скажи, не употребляй этого слова; «эс апла никçан та ан калаç», значило бы: «не говори в этом духе»). Юрк. Калама та çук (нечего говорить, что...; разумеется), ку вырăна часах çакланма (попасть) ĕмĕт тăвас çук (нельзя). Ib. † Сарă ачапа выля-выля, аллăм çыххи татăлчĕ. Аннене курсан, ан калăр. Калăсăр, калăсăр, калике (пусть вы скажете), манит парăп, хăтăлăп (избавлюсь от наказания). Трхбл. Пĕрре, иккĕ, вуниккĕ; кам каларĕ вуниккĕ? — Эп каларăм вуниккĕ. N. Эпĕ вĕсем Д. çĕрне каяс тесе каланине (как они говорили о том, что отправятся) илтсеттĕм. Якейк. Эс тем те калăн! Ты скажешь! (т. е. ты выдумаешь не знаю что). Сред. Юм. Калама тытăннă сăмаха каламас, вилме выртсан, час вилмес, тет. (Поговорка). Юрк. Çыруçă, вырăс çырăвĕнче ун пек паллăсене калама вĕреннĕскер, лешсем: «бзав», тесе калама хушсан, малтан ку, вăтанса, каламасăр тăрать (молчит). Изамб. Т. Унăн суккăр арăмĕ ултă ачипе тепле пурăнĕ. — Ан кала та (что и говорить)! ун пек ачасемпе юлакан арăмсĕм нумай пулĕç. N. Ăна паçăрах каламалаччĕ те... Это надо было сказать еще давеча. Сред. Юм. Ман çинчен: о çапла çӳрет (поступает, ведет себя), тесе кала пĕрех (попробуй-ка сказать про меня...), вара туйянан ху валли йыт çимен патакка. Ib. Ман çинчен он пик каланă пол (попробуй-ка сказать так про меня), çӳçна (= çӳçне) пĕр пĕрчĕ йолмиччен çăлса пĕтерĕп! Ib. Калас-калас тенĕ сăмахсĕм порччĕ, тăта çапах чарнса тăтăм. У меня были такие вещи («слова»), которые я непременно хотел высказать, но я удержался. N. Иван эсĕ мана Хусанта пурăнма хăварасшăн маррине килсе каларĕ. Иван сообщил мне, что ты не желаешь, чтобы я оставался в Казани. Регули 517. Вал каларĕ: килеп, тесе. Он сказал, что придет. N. Каласан та, ĕненес çук; вăл çапах та суя мар, чăн пулнă. Трудно этому поверить, и все-таки это правда! N. Уна каласси те çук. Об этом нечего и говорить, сеIаvа sansdire. Качал. Хай сысна тухрĕ ятлаçма: халĕ çатăп (= çиетĕп) сана; миçе калас сана: ан яр, тесе? (сколько раз тебе говорить, чтобы ты не пускал сюда коров?). N. Эп вунçичĕ пус укçа тупрăм! — Ан кала, пуйрăн! N. Кун пек вăрçă пулнине каламаççĕ. Не слышно, чтобы когда-либо была такая война. Карм. † Утçăм анмасть тарăн çырмана, чун тӳсеймест хытă (грубо) каласан. || Велеть, повелеть; советовать. Регули 11. Эп ăна килме каларăм. Я ему велел притти. Ст. Чек. Эп нумай калаçмастăп: пĕрре каласа тунă пултăр. Я долго не разговариваю: раз сказано (приказано), и должно быть сделано. Альш. Никамран ыйтмас-тумас вăл кун, никам каласса пăхмас (девушка): Микула кунĕ кĕвĕ каламала, тет те, утат. N. Епле торах каларĕ-ши мана пор çĕре те çитме! Регули 1069. Апай илме каланăшăн (каланăран) илтĕм. Т. Ку тĕттĕмре малала кайма каламăттăм эпĕ сана. В такую темь я не советовал бы тебе итти (ехать) дальше. Байгул. † Атте каларĕ хĕр пăхма, саррине те, вăрăммине, çӳç хĕрри кăтрине; ури çине пус, терĕ, хĕрне намăс ту, терĕ. Якейк. Тор ан калатăр (не приведи бог) онта порăнма! || Называть; упоминать. Утăм 1928, 76. Чăвашсем те япалана (предметы) пĕр пек каламаççĕ. Николаев. Çулăн пĕр енне калакан вырăн тăваççĕ. Çав вырăнта тăракан ушкăн тепĕр ушкăнтан кама тытмаллине канашласа хурат. Унтан тытма(л)ла ача ятне калаççĕ те, хăвалама тытăнаççĕ. N. Çав çын эпир калакан вырăнта пулнă. || Поучать, насталять. О сохр. здор. Ăна каласа вĕрентекен çук. Его некому научить, на ум наставить. || Полагать, предполагать. Ау 9°. Мана мĕншĕн кун патне илсе килтĕн? эпĕ ху валли тĕр, тесе каларăм, тесе калать, тет. || Играть на музыкальчом инструменте. Собр. † Тăмра илтĕм калама; тăмра кала пуçларĕ, инкесем ташлама пуçларĕç. Альш. Тата тепĕрне калакан шăпăр (под музык. инстр.) пиллесе хăварат, тет (старик, умирая, оставил в наследство третьему сыну...). Богдашк. † Купăс купăс калас пур, пĕр хĕлĕхне татас пур. || Играть т. е. издавать звук (о музык. инструменте). Бугульм. † Кали-калами купăсна калаттарсам лайăхрах. Поиграй-ка получше на твоей кое-как играющей скрипчонке. || Петь (в хороводах). Яптик. † Хурăн-варта хур пусрăм, вăрă тесе ан калăр; вăй пуçласа каларăм, шухă тесе ан калăр. Якейк. Тăхлач, йорлам, мĕн паран? Хреслĕ тенкĕ паратни? Эп илесшĕн каламас (= каламастăп). Альш. † Калăр, хĕрсем, хытăрах, вăй иртесси инçе мар. || Причитать, приговаривать. Макт З4. Качча каякан хĕр каласа йĕрекен сăмахсем. Шинар-п. Акă хăйсем мĕн кала-кала хуйхараççĕ, тет. || Обещать. Хуратл. См. ункай. || Отвечать (урок). Орау. Паян эп арихмеччик каларăм (отвечал). || Быть достаточным, доставать. В. Олг. Тата ху (положи) пĕр ластăк (немножко), каламаст-ха (не хватает на всех). || Стать достаточным (о вкусе). ЧП. Пирĕн сăра пит аван, пĕчĕкçĕ хăмла каламан (в ней маловато хмеля). Актай. Сĕт ямасăр шурă, тет, çу ямасăр тутлă, тет, тăвар ямасăр калат (и без соли солоно), тет. Сорм-Вар. Ку шӳрпене тăвар каламан (не досолена). СПВВ. Астивсе пăх яшкана, тăвар калать-и? К.-Кушки. † Пирĕн яшка пит аван, пĕчĕкçĕ тăвар калайман. || Отзываться (на вкус или на запах). Вирйал. † Пĕрне (один из калачей) çисе пăхрăм та, шерепет тути каларĕ. N. Шу тути калать. Имеет водянистый вкус. Ст. Айб. † Кăшт тутанса пăхрăм та, шерпет тути каларĕ (мед); кăшт чуп туса пăхрăм та, тути тутлă каларĕ (у парня). Юрк. Тĕтĕм тути каламас. Не отзывается дымом. N. † Çырлисем калĕç çĕр тути. (будут отзываться землею), пирĕн тăван калĕ пыл тути.

каларĕшле

по словам. N. Эс каларĕшле. N. Хăй каларĕшле (хăй калашле), по его словам. N. Çавăншăн, хăй каларĕшле, ăна 6 чике лайăх голдандский пир панă. N. Вăл каларĕшле: этем пĕр çăкăрпа анчах пурăнмасть, тенĕ. Ст. Шаймурз. Эпĕ пухни те (то, что я собрал), ваттисем каларĕшле: шăши шăкĕ те тинĕсе пулăшать тенĕ пек, пулăшу пулĕ.

каласа яр

проговориться, ляпнуть; сознаться. КС. Çавна, тăмпай, кала яр! Я, дурак, проговорился! Ала 18. Вăл (она) та вара каласа янă, унăн та тунмалли пулман (созналась). Курм. Эпĕ: каласан хĕнемĕ тесе, каларăм-ятăм. Я и ляпнул, полагая, что он меня не прибьет, если я сознаюсь. || Передать. Выла Микун çавăх пулсан, пасара каяççĕ те, хайпăрхи хурăнташĕсене сăра ĕçме чĕнсе яраççĕ: эпир çав кун ĕçкĕ-çикĕ тăвас тетпĕр, эсир пырăр вара, теççĕ. Хурăнташĕсем çук пулсан, урăх çынран каласа яраççĕ.

калаç

(калас’), разговаривать, беседовать; сговориться, поговорить. N. Эсĕ унпа пĕртте калаçмăсăнччĕ, тетĕп эпĕ. — Мне было бы желательно, чтобы ты не говорил с ним. Артюшк. Кусем (утки) пĕр йăвара ӳснĕ пек калаçаççĕ, тет. Ала 81. Çĕлен çăварне уçрĕ, тет те, калаççа ячĕ (заговорил), тет: килях, старик! тесе каларĕ, тет. Нюш-к. Калаçман калаç пулнă, тет, чĕнмен чĕкеç пулнă, тет. (Совет молчать. Послов.). Т. Григорьева. Чĕлхе вĕç кĕçĕтсен, калаçман çынпа калаçат, теççĕ. (Примета). Якейк. † Калаçмасăр-тумасăр ĕмĕр иртмест, теттĕр-и? Альш. Çӳлти касра та, Армань кассинче, лайăх пусă (колодец) пурринех калаçмаççĕ (не слыхать чтобы был.). Перев. Çав сăмахсене кашкăр калаçса тăнă чух... Ашшĕ-амăшне. Лисахви ĕненмесĕр: ай, ан калаç! (не может быть), тесе кăна хунă. Орау. Санпа мĕн калаçан, санпа калаçмалли çук, эс ăçта! (про тебя и в Москве «в кулак свищут»!). СЧУШ. Чăххăн çуркуннехи чи малтанхи çăмартине ытла нумай калаçакан çынна çитерсен, чăхă нумай çăмарта тăват. Регули 768. Калаçаççĕ: ыран салтаксам конта килеççĕ, тесе. N. Кам мĕн пĕлет, çавăн çинчен калаçса ларать. N. Кашни хăйăнне калаçса ларать. Альш. Тумтир те, чĕлхе те, калани-кулни те пĕрех (те же самые). Орау. Кунтах юлас тен (хочешь) пулсан, эп калаçса пăхăп (попробую попросить). N. Эпĕ пĕр вăхăтрах темиçе тĕслĕ чĕлхепе калаçма пултараймастăп, пĕр тĕслĕ чĕлхепе калаçма пултарап. Я не могу говорить сразу по-всячески, а говорить на одном языке могу. Якейк. Мари лешеккинчи унтрипе мăн-контанпа калаçса порнать (любезничает). Ib. Вăл онпа калаçать. || Договариваться, уславливаться, торговаться, рядиться. Чăв. й. пур. 26. Халĕ те хăй çăкăрне çимест; хĕлле, вак касса, çăкăр пухмалла калаçать те, ялан çавна, пĕчĕкçĕн-пĕчĕкçĕн пухса, çисе пурăнать. Янтик. Эпир çак лашана калаçаппăр та, ытла хаклă ыйтать хуçи. — Унпа пит лайăх калаçса илес пулать (поторговаться), вĕсем пит хаклă ыйтаççĕ. Альш. Сăмавар лавкки умне пырать те, калаçать сăмавар (торгует самовар). М. Тув. † Манăн савни ял урлă, калаçасси çын урлă. Якейк. † Йори калаçрăм хора хĕрпе — утсам панче çăвăрма (= çывăрма). Ашшĕ-амăшне. Калаçнă укçана хăна тытса юлмарăн, йăлан вăхăтĕнче тӳлесе тăтăн. Хурамал. Çаран калаçма килтĕмĕр (торговаться). Ib. Çаран калаçса килтĕм (= çарăн илсе килтĕм). Я, сторговал луга. Шибач. Пошăт калаçма килтĕмĕр (торговать лыки). Такмак. Пирĕн (Иван) пичче ывăл авлантарать. Пуян (Микки) хăта хĕр парать: сумасăр укçа панă, виçмесĕр пыл калаçнă. Ягудар. Калаçмаст. Не рядится. || Выговаривать. Юрк. Тăла вăл-ку таврашĕнчен сăпăн тума пустав-тăла та пĕр вунпилĕк аршăн калаçаççĕ (выговаривают). || Сватать невесту. N. Калаçса яр, просватать; калаçса кай, калаçса кил, засватать. Кильд. Çапла вара Иван, чипер Евгение манса, урăх хĕр калаçнă, тет.

каллах

опять. См. каллех. Чуратч. Ц. Хĕрĕ çын пулчĕ (обратилась в человека), ачине шывран каллах ача турĕ, тет. ЧС. Унтан вара эпĕ каллах çуннă çĕре кайрăм. Потом я опять пошел на пожар.

канăçсăр

беспокойный; аnxius. Орау. Темскерле (= темĕскерле) канăçсăр ача пулчĕ ку, кунĕн-çĕрĕн макăрать. Ib. Ун пек канăçсăр çынна урăх пĕлмесп (= пĕлместĕп) те эпĕ, кунĕн-çĕрĕн пĕртте ахаль лармасть, мĕн-те-пулсан тăвать, çавăнпа та пурнать çав. Ib. Канăçсăр лаша кунĕпех çияшшăн (много ест). N. Канăçсăр ача, ан йĕрĕнтер-ха, тăр пăртак! (Гов. о маленьком, который всё просит есть). Сред. Юм. Мĕнле канăçсăр ача çак, тем чол йăпатса та йăпана пĕлмес!

кансăрла

беспокоить. См. кансĕрле. N. Эпĕ çав кĕнекене çта сутнине пĕлнĕ пулсан, сире кансăрлас çукчĕ.

кантăк

(канды̆к), окно. См. чӳрече. Мартынова. Кантăк çинче кĕмĕл çĕрĕ выртать. Кугеева. Кантăк анинче ларан. Ты сидишь на окне. Якейк. † Шăпăр-шăпăр çăмар çăвать, кантăк виттĕр корăнать. Коракыш. Йăмăкĕ ĕçес вырĕнне (так!) кантăкран кăларса тăкнă (вылила в окно). Сред. Юм. Кантăк, 1) окно, 2) стекло. N. Кантăк тарласан, йĕпе пулат, теççĕ. Если вспотеет стекло (окно), то это, говорят, к дождю. N. † Кашни каçах кантăк умне, анне, ан лар макăрса. Кожар. Яла кĕнĕ те, вăл çын кантăки петне пынă та: хăваттер яратăр-и? тенĕ. Шурăм-п. № 26. Пĕр кантăкĕ пур. Бай. Кĕçĕр çĕрле пĕр çын: хваттер яр, тесе, килсе шаккарĕ те кантăкран, эпĕ ăна ямарăм. КАЯ. Эпĕ çав шухăшсене шухăшланă вăхăтра пĕр хуралăç кантăкран (в окно пырса кăçкăрса каларĕ. Торх. Кантăк виттĕр (или: куссуй виттĕр), в окно. СПВВ. Кантăк — карăнтăк. || Стекло; стекло оконное. Сохрон-й. и др. Шăна чирсем сарать. 5. Микорскопа ак çапла тунă: йăс (= йĕс) кĕпçе, ун ăшне темиçе пысăклатакан кантăк кӳртсе лартнă. Ib. 20. Вĕсене кантăк хупăллă шкап ăшне (в шкап со стеклами) хурас пулать. || Оконная рама со стеклами. См. хашака, харшака.

кантăра

кантра (канды̆ра, кандыра), тонкая веревка, бечевка. Изамб. Т. Кантăра — тонкая веревка (вĕрен — толще). С.-Устье. Явман кантăра. (Çатан-карта). Невитая веревка. Юрк. Пур çĕрте те çăпата кантăри таран (по оборы) хăях пек, ем-ешĕл курăк ӳсет. С. Тим. † Хăмачă чаршав, йĕс кантăра. НТЧ. Сӳс кантра. N. † Кĕмĕл хĕрес, пăчăра кантра. Капк. Ун пек чухне эпĕ тĕлĕкре кантăра явнă пек çӳреме юратмастăп, васкаса çӳретĕп. || Шнур, шнурок. Ходар. Калашн. Вăрçăри пек вут чĕртмелли кантăри йăлкăшат. Б. Олг. Пĕтĕрнĕ кантăра, тĕртнĕ кантăра, шнурок. Хорачка. Ола к̚андра. Собр. Арçын çинчи кантра çĕрмест. (Послов.). См. йĕм кантăри.

кантăрашка

кантрашка (канды̆рашка, кандрашка), ком. КАЯ. Эпĕ тата: мĕн хăтланĕ-ха? тесе, тăпра кантрашкипе петĕм (в бешеную собаку, думая, что она будет делать). КС. Кантăрашка, ком.

каптăрма

(капты̆рма), крючок. N. Каптăрмана яр. Расстегни крючок. N. Каптăрмана çаклат. N. † Пустав халат тӳмисем(?) эпĕ лартас çук каптăрма (крючок). Сала 94. † Улача та кĕпе пӳс пулмĕ, унăн каптăрмисем те йĕс пулмĕ. Образцы 9. Кĕмĕл сулă каптăрми те, кĕмĕл сулă каптăрми. Хусан çӳлĕ лапкинче. СПВВ. † Кĕмĕл сулă, йĕс каптăрма пулсан, пулĕ Хусан лавккинче. Ст. Шаймурз. † Кĕмĕлех те сулă, йĕс каптăрма. Н. Карм. Каптăрмапа йилене туме хураççĕ. Сред. Юм. Каптăрма — крючок, который пришивают к одежде вместо пуговиц. СТИК. Каптăрма — застёжка. Ib. Каптăрма çаклашки, крючок у застёжки. Ib. Каптăрма йăлли, петля у застёжки. || Колодки под лапти. Альменево. СПВВ. ЕГ. Каптăрма — çăпата çĕтĕлесрен çăпата тĕпне çĕлеççĕ. Каптăрма тесе, тата кĕпен, е сăхманăн, пăравулккăран тунă çаклатмалли тӳммене калаççĕ. СПВВ. ПВ. Каптăрма, каттăрма, шак-мак, такан, колодки на ногах (т. е. на лаптях). || Коньки (для катанья). КС. Каптăрмапа ярăнас (иначе «кунькки»). || Альш. Каптăрма! (или: капташка! или: капта!), вот так раз! вот так фунт! (говорится при чём-нибудь неожиданном, поразительном).

кар

(кар), раскрыть, разинуть ЧС. Çӳçĕсем пĕтĕмпе ĕнсе кайнă, çăварне карса пăрахнă. Волосы были совсем сожжены, рот был разинут. Орау. Ял тăрăх çăварне карса çӳрет (разбалтывает на всё село). Сĕт-к. Хăрах аллине пилĕке тытнă, хăрах тотине чăснă, çварне карнă (молочник). Упа 876. Çăхан çăварне карнă та, мĕн пур вăйĕпе кăранклатса янă. Трхбл. Караканăн çăварне карта тытман. Пшкрт. Халĕ, çуарня лепле карса пăрахнă (карзӓрӓт)! Смотри, как он рот-то дерет! (т. е. кричит). Орау. Мĕн çăварна карса выртатăн? Анаслани кунтах илтĕнет. || Завесить, закрывать, затянуть, занавешивать; опутать. Ст. Чек. Карна (карас) шăналăк. Сĕт-к. Шăналăкне карăнтарах кармалла. Чураль-к. Урам урлă таната карап. (Ура сырни). Тораево. Хăва (он сам) кайсан, упа лашана çисе янă, тет те, ун вырăнне çатра каркаларĕ, тет те, çине шăналăк витрĕ, тет, хăва тарчĕ, тет. Ал. цв. 8. Вăл çӳлĕ вырăн çине улăхса выртать те, кĕмĕл чаршавне карса ярать Орау. Хĕвеле кашт пĕлĕт карса илнĕ. N. Ăна пĕлĕтсем карса тăраççĕ (закры зают). Якейк. Икĕ минутра тĕтре карса илч. В две минуты заволокло туманом. || Окружить, огородить. Ала 6. Çывăрса тăчĕç. Вăлсене йĕри-тавра карса илнĕ, тет, çĕленсен амăшĕ, ниçта та каймали çук, тет. Финн. Тĕплĕ карса илнĕ. Крепко загорожено. Толст. Вăл çулпа аннă та, чул хӳмепе карнă йывăç пахчи курна. N. Юпаран юпана правулкка карса пынă (если столбов много). N. Икĕ юпа хушшине правулкка карса хунă. N. Апла пулсан, эппин çарана çуррине карса илер, çурринче выльăх çӳретер. N. Эппин эпĕ, юлташсем, халĕ кайса карса илетĕп те, унта выльăх яртармастăп.

каркала

учащ. ф. от гл. кар. N. Эпĕ юрлакансем хушне татам та, юрла пĕлменскер, çăвара каркаласа кăна тăратăп. Ау 37°. Арăмĕсем, тарçисем шăналăк каркаласа тăраççĕ. N. Алăк юписене юман çăвăлчинчен явса тунă канрасемпе каркаласа пĕтернĕ. Альш. Унта-кунта карта пекки каркалаççĕ те, выльăх хупаканни (помещение для скота) тăваççĕ (после пожара). ПВЧ. 95. Порçăн тоттăр çӳçине каркалакан эпир мар («не мы пришиваем»). Сред. Юм. Пит каркаласа çырнă та, вала та пĕлмелле мар («несимметрично написал, так что и читать нельзя»). || Плести. V.S.

картла

делать зарубку, метки, набор (на сапогах) и т. п. N. Пĕчĕк ачасем, иртен тапратса каçчен, урамра вылляса, пĕчĕк пĕвесем (запруды) картласа çӳреççĕ. Ст. Чек. Пĕрмине картласа тунă (с набором) атă. Череп. Картлама панă. Отдал набирать (сапоги). Сред. Юм. Такам сĕтел хĕрне пĕтĕмпех картласа тохнă. Орау. Çула суха-пуçпе картласа пĕтернĕ (дорога перепахана). СТИК. Куклĕ-пашалу хĕррисене картласа тух-ха! (пальцами). Шел. 76. Юпасене картласа, йĕпсе тăхăнтараççĕ. || Загораживать, запружать. Курм. Эпĕ çула пĕчĕкçĕ çырмасенче пĕвесем картла-картла çӳреттĕм. Якейк. Çыр (чит. с’ир) йăтăнса анса, шăва пĕтĕмпех картласа, каплантарса лартрĕ. Кан. Хĕвелтухăç енчи урама кĕтесси çурăлса анса, картласа лартнă. Кайсар. Çула картланă. Дорогу перекопали канавой (но: çула çатанпа пӳлнĕ). Орау. Унта вăрмана кĕнĕ çĕре çула картласа хунă (дорога загорожена), унтан ямаççĕ ĕнтĕ. || Делать складчатые украшения из материи? Микушк. Чĕрçитти (çичĕ рет арки вĕçĕ, хĕррине картласа тухнă). || Стать поперек, враждовать. Б. Олг. Хоралтă потасси! Пăçланман! вилмен! Поти-ка мана паян картларĕ, чарчĕ, тет. || В перен. см. N. Çак хулана пур тĕрлĕ усал картланинчен хăтарса, канăçлăхпа лăпкă самана пар. Б. Олг. Хоралтă потасси! Пăçланман! Вилмен! Поти-ккă мана паян картларĕ, чарчĕ (стал поперек)! тет. Сĕт-к. Картлакан пор онăн. У него есть покровитель.

карта

(карда), изгородь, загородь. КАЯ. Выляса çуресен-çӳресен, эпĕр тата картасем çинче (на изгородях) выляма шухăшларăмăр. N. Йĕри-тавра карта тытса çавăрнă. N. Ху тытса тăракан çĕршыв тавра йĕплĕ хулăран карта çавăрса ларт. Якейк. Сат картине чолпа çавăрнă. Сад огорожен каменной стеной. Ib. Эс итла уя тохса ларнă (построился), кĕт картуна (забор) куçарас полать. Орау. Вăсен çăварне карта тытман вĕт (у них рот не заткнут); мĕн килчĕ, ăна персе яраççĕ; сăмаха яланах мĕн пулнине пĕлсе калаçмаççĕ. Богдашк. † Вăштăр, вăштăр çил вĕрет, карта айĕнчен вĕрет вăл. Тюрл. Онăн сăмахĕпелен çӳресессĕн, карта хошшине те хĕснĕн (= хĕсĕнĕн). Чăв. ист. Картари выльăха тытнă пек тытса тăрат. Микушк. † Вуникĕ капан карти юнашар, укăльча тытсан та, çитмелле. Шорк. Карта, вообще загородка, кроме забора. Яншльд. Карта витĕр куç парăп. (Юр кĕртĕ). || Хлев (не бревенчатый). Вомбу-к. Карта — выльăх карти. Вăл сарай майлах, аслăкла витни те пор. (Тӳрĕ витнине аслăкла витнĕ теççĕ). N. † Пуян карти витĕр эпĕ тухрăм, пуян хĕрĕ юлчĕ хурланса. СТИК. Карта — хлев без сруба и без крыши, только загороженный частоколом с четырех сторон. Карта может быть приделана к какому-нибудь строению, но может быть и на гумне. N. † Çул тăваткалĕнче çук пулсан (если меня не будет), карта хыçне тухса тăр. Тоскаево. Картана тухма та хĕллехи тумтир çук. Тархашшĕн ан прахсамăр, ырă çын. || Ряд снопов, сложенных для сушки. КС. Тырă кĕлтисене карта туса хутăмăр. ХЛБ. Çăлса пĕтернĕ курăка салатмасăр, картапах типме хăварас пулать. Юрк. Тырă вырнă вăхăтра пулат:... карта. Якейк. Тыр вырнă чох ир кĕлтесене карта туса хорса пыраççĕ; валтан пĕр кĕлте хораççĕ, он çине, хĕреслĕ, тата тăват кĕлте хораççĕ; е пилĕк кĕлтее йонашар тăррисене посмасăр парахаççĕ. Шурăм-п. Халĕ тырă выракансем тĕмĕ тума пуçланă, карта тума пăрахнă. Сред. Юм. Тыр типеймен полсан, çăмăр хыçĕнчен вырнине-пĕрне: çилпе типтĕр, тесе, пĕрне аяла хорса, ыттисĕн пуçне кĕлте кочĕ çине хорса пыраççĕ, ăна вара карта теççĕ. || Круг. N. Уйăх карталансан, тăман тухат. Карти пĕчĕккĕ пулсан, час тăман тухат; карти пысăк пулсан, тăман час тухмаст. Митушк. † Уйăх карти пысăк карта, вунă çăлтăр ларса тулас çук. Чув. пр. о пог. 47. Хĕвел карти çывăхра пулсассăн, йĕпе пулмаст. Если круг этот близок к солнцу, ненастья не будет. || Магический круг. Хорачка. Пăри вотпала йĕри-тара çӧрет: карта туатăп, тет. Осал ан кĕртĕр, теччĕ (= теççĕ). Каран тăраччă та, чӧклеччĕ. (Моленье в поле). Ск. и пред. 99. Унтан пилеш хуппипе вут тумтире йĕри-тавра карта туса çавăрчĕ. || Вереница. N. Вĕçен кайăксем карталанса вĕçеççĕ. ЧП. Кайăк хурсем кайĕç картипе. Ib. Карти-карти килет кайăк хур. Сала 77°. † Карти-карти иртет кайăк хур. Янтик. † Кайăк хур каять картипе, йăви юлат пăрăнса (в стороне). N. † Çӳлелле пăхрăм — тĕлĕнтĕм хор-кайăк карта çавăрнинчен; аялалла пăхрăм — тĕлĕнтĕм пĕчикрен пусăк полнинчен. || Ловушка для птиц. Макка 114. Кайăк тытан карти пур. Ала 57. † Карăш карти картара, карăш пычĕ çакланчĕ. N. Тилли, тилли, тилли пур, тилĕ тытан йытти пур, тытан кайăк (siс!) карти пур. || Стан для ковки лошадей. Шибач. || Покос? Сред. Юм. † Утмăл та карта ут çултăм. Утмăл та карта утине (вар. уттинчен) йĕкĕр те капан (вар. икĕ капан) ут хыврăм. Ib. Пĕр карта утă çăлса тохрăм (çавапа пĕр расчин çăлса тохсан калаççĕ). Ib. Карта айне хăварса пырат. (Утă çăлнă чохне, хăй картине лайăх кастарса кăлараймасан калаççĕ). Ib. Карта таврас; утă çăлнă чохне утă карта полса пырать, çав картан çиелти типсен, ăна тавраççĕ. Изамб. Т. Пухнă чухне (сено) малтан карти-картипе пухаççĕ, унтан валем-валем пухаççĕ; вара купа туçа уйăраççĕ (сено). Ib. Малтанхи кун çарана валеçсе, карти-картипе çулаççĕ (рядами). Вир-йал. † Тăваткăл çаран варинче утмăл карта утă çăлтăм. || Паутина. Чув. пр. о пог. 260. Ерешмен карта нумай тусан, çăмăр пулать. Если паук сделает много паутин, будет дождь. Юрк. † Атьăр пурçăн карти карар-и? Пурçăн картисене мен ярар? Хура чĕкеç тытса ярар! || В перен. знач. N. Картине кĕрсен, юрать. Как бы ни сказать, только было бы понятно. (Так во мн. гов.). СТИК. Эй, пирĕн картине кĕрсен юрат! (т. е. нам нечего заботится о правильности речи; вырăсла калаçа пĕлейменнисем, вăсен(е) урăх çын: апла мар, ак çапла каламалла, тесен, вăсем çак сăмаха каласа хураççĕ). Чăв. ист. 11. Вырăссем «ведро» теççĕ, чăвашсем те ăна çав ятпах калаççĕ: хайсенĕн чĕлхи картине кӳртсе, кăшт çеç урăхлатса: витре, теççĕ. Сред. Юм. Пăртак самахлама картине кĕме хытланать халь те. СПВВ. МС. Эсĕ тата ытла картаран тухса каятăн (переходишь границы дозволенного), çапла çын выльăхне çаптараççи (бьют)?

картус

(кардус), то же, что карттус, фуражка. КС. ЧС. Эпĕ картуспах ларатăп. Шинар-б. Пĕрер картус татрăмăр (нарвали по картузу) та, каç пула пуçларĕ те, киче тавăрăнатпăр. Сред. Юм. Картус какарчĕ, кокарда на фуражке.

картлаç

(картлас’), ступенька; лестница. Ашшĕ-амăшне. Кĕркури вара пĕр чĕнмесĕр пусма картлаçĕ çине ларнă та пичĕсене аллисемпе хупласа илнĕ. N. Картлаç çинчен анса, уткаласа çӳрере. Цив. † Вĕт-вĕт картлаç, вĕт картлаç, эпĕ пусмасăр, кам пусас? О Японии. Çав çурт патне сарлака çӳлĕ картлаçсемпе хăпарса каймалла. Изамб. Т. Пусма картлаç — ступенька. Янтик. Картлаç — ступенька лестницы или крыльца. || Бранное слово.

кăсăл

(казы̆л), быть разрезываемым и пр. N. Çак вутă касăлса, ăлав çине тиенсе, çыхăнса, киле çитинччĕ. N. Касăлнă чикĕннĕ, шыва путакан çынсем. Люди, изрубленные, проткнутые копьями и тонущие в воде. Сред. Юм. Каслашшĕ (каслашшэ̆), ругательное слово: «чтобы тебе заколоть самого себя!» Ib. Каслашшĕ (пит çиленнĕ çынна: ăмма касăлса вилмес-ши? тессине калаççĕ) || В перен. знач. Стюх. Касăлтăм. Измаялся. Ib. Апатсăр касăлчĕ. Измаялся без еды. КС. Паян эпĕ иртенпех çиман, чĕре касăлчĕ. Иетор. Вырăссем выçă касăлнă хрантсуссене хыçалтан та, аяккисенчен те аптăратнă. Якейк. Выççа аптраса, чĕри касăлнă та, вилнĕ çав; вилмесĕр тата! N. Ан çинĕ пултăр паян, хуть çанта кăт касăл! терĕ. Не смей сегодня есть, хоть околевай! (Угроза). Ск. и пред. 20. Шурут çырми лакăмне пирĕн утсем тăрăннă, типĕ çырма тĕпĕнче выçă пирки касăлнă. Баран. 31. Çакăнтан кайран Йăкăнат укçашăн касăла пуçланă (нуждался в деньгах). Ст. Чек. Касăлса тăр, голодать [хытă тăрса (скупясь), çиес тыра çимесĕр тăрса]. Ib. Ку лаша тулли! — Тулли пулмасăр, пирĕнни пек касăлса тăман вĕт!

кас

улица, околоток; деревня? Хурамал. У деревни бывает: анат кас — нижний конец, вăта кас — средняя часть, ту кас — верхний конец. Эпир çур. çĕршыв. 21. Хамăр енче, Сĕлескер тĕлĕнче, икĕ «Анатри ял» (малти касĕпе, кайри касĕ) лараççĕ. ППТ. Пĕр кас ачисем, пухăнса, тепĕр касса каяççĕ те: атăр, сĕрен пуçлар, утланса тухăр, теççĕ. N. Вăл тăрăшнипе пирĕн виçĕ школ пулчĕ: çак кас Мăнçырмара пĕрре, леш кас Мăнçырмара пĕрре. Ст. Шаймурз. † Пиртен савнă, тусăм инçе мар, пĕр кас урлă кайсан тусăм курăнать. Пазух. Пиртен савнă туссем, ай, инçех мар, пĕр кас урлă каçсан, курăнат. Тогаево. † Пирĕн касăн хĕрĕсем шăратса лартнă çурта пек. Тим. † Кас-кас урлă эпĕ кайса тус пултăм, кассенче кураймансем нумайран. Альш. † Ах, аппаçăм Татьяна, кил илемне кӳретчĕ; кунтан эсĕ кайсассăн, кас илемне кам кӳрĕ? АПП. † Кас-кассенĕн ачисем, мулахайĕпе мухтанать. ЧП. Çӳлти кассенĕн ачисем, анат касра пура пураççĕ. Елаур. Ялавăрта вунă кас. || Повидимому, иногда соответствует русскому «Курмыш». Елаур. Йăлăм-кас — Верхний Курмыш; Анат-кас — Нижний Курмыш (улицы с. Елаура). || Часто встреч. в назв. деревень, в особенности у верховых чуваш: || Порядок домов в деревне). Рааs.

кас

борозда. Чуратч. Ц. Эпĕ, атте пĕр-ик кас сухаласа çаварăнсан, унтан ыйтрăм: катана каям-и? тесе. КС. Кас айне ак = ака айне ак, сеять под борозду (т. е. сначала сеять, чтобы потом вспахать). Слакбаш. Кас витнĕ. (Всходы) уже закрыли собою борозды.

каска

(каска), колода, чурбан, кряж. Тюрл. Каска — коряга. Шорк. Каска, толстое, но не так длинное дерево; если дерево очень толстое, а также длинное, то оно называется «прене». Ib. Ку пренен кочĕ каска кочĕ пек. Сред. Юм. 1) Каска тесе, вăн вершкаран ытла пĕренĕсене калаççĕ. 2) Кĕпеçапакан пĕренене (так!) таткине, каска таткине калаççĕ. Яргуньк. Каска — кĕске пысăк пĕрене (более 1/4 метра в диаметре и до З метр. длиною), йоман каски; если меньше то назыв. «моклака». См. кĕреш. Упа. Шăтăкра каска пек выртать. Чураль-к. Пĕр каска урлă икĕ автан вăрçĕç. (Куç). Ядр. Тавай, пичи, хĕр пăхас: те хурине пăхайпăр, те саррине пăхайпăр; сарри ытла саланчăк, хури ытла хороший. — Ах, шăлăм, апла мар, каска урлă каçас мар! (= мантан малтан ан алан). Сĕт-к. Урамри каская тапса йăвантарияс çок. ЙФН. † Ай, пичи, хĕр куртăм: сĕт чĕрессинчен тухнăскер, катан пир кĕпи тăхăннăскер! Эсĕ илмесен, эпĕ илеп. — Ай, шăлăм, апла мар, каска урлă каçас мар! Курм. † Тавай, пичей, хĕр пăхар; эс илмесен, эп илеп, каска орлă йорамасть. Б. 13. Выртан каска мăкланнă, çӳрен каска якалнă, тет. (Послов.). N. Выртан каска мăкланнă, çӳренĕ чул якалнă, тет. ЧП. Хурама каска. || Вал. Альш. Икково. Кайма ям çол, килме каска! (= скатертью дорога!).

каслă-маслă

от русск. «касло» и «мазло». СТИК. Каслă-маслă, эпĕ çавăнта каяп, ман шăтăка ан йышăнăр! (Так говорят при игре в шар).

касмăк яшки

назв. свад. обряда. Хурамал. Хĕрпе качча кăмака умнĕ тăратса, кĕççе витеççĕ. Ун чухне пăртак кăна яшка пĕçереççĕ, вăл яшкана «касмăк яшки» теççĕ. Вăл яшкана виçĕ пысăк салма тăваççĕ, çав салмана, пĕр виçĕ юплĕ сенĕк туса, çавăн çине тăрăнтараççĕ (натыкают) те, каччин инкĕшĕ пулсан, çавăнпа пĕрер çамрăк качча ятлама хушаççĕ. Вĕсем ятланă чух сĕтел хушшинчен çав касмăк яшкипе качча сапаççĕ. Хуп-хуп кĕпер, хуп кĕпер, хуп кĕпер урлă каçма пар; ывăл та пар, хĕр те пар, тесе сапаççĕ хĕрпе каччăн питĕнчен. Ташлакан ача, çав салмаллă сенĕке тытса, çапла калать инке, салма çиятни? Пичче, шупăт (шупăт = кĕрпе пăтти) çиятни? Эсĕ çийăн та, эпĕ памăп! тесе, хĕрпе каччăн тутисене тĕрткелесе çӳрет. Çапла туса çӳренĕ чух, хĕрĕн пĕркенчĕкне туртса илсе каять те, кĕлете кайса пытарать. Ăна вара хĕрĕ хăй шыраса тупать. Хăй тупаймасан, пытаракан ачине çĕрĕ парать те, ачи тупса парать. Унтан вара хĕрпе качча хĕве хупаççĕ (кĕлете кайса хупаççĕ).]

каç

(кас’), перейти, перепрыгивать, перешагивать. Юрк. † Кайăк каçман çырмаран эпир касçа килтĕмĕр. Султан. † Урам урлă каçнă чух, кĕмĕл çĕрĕ эпĕ тупрăм. Когда переходил через улицу, я нашел серебряное кольцо. Б. Яныши. Вăл кĕпер урлă пĕр енчен тепĕр енне макăрса чупса каçса çӳрерĕ те, киле часрах чупрĕ. N. † Кăвак ут утлантăм, эпĕ хир каçрăм. Юрк. Каç ĕнтĕ эсĕ! — тет тутар арăмĕ. Чăваш арăмĕ каллех куна: каç эсĕ! тет, кулса. Изамб. Т. Исампальсем ана туса валеçме çаран çине каçсан... Орау. Чупса пырса сиксе каçрăм (перепрыгнул с разбега). Ытла хытă чупса пынипе кирлĕ çĕрте чаранимарăм. Алших. † Сикрĕм-каçрăм пахчана макăнь çулçи татмашкăн. || Приходить, проходить. ЧС. Ют ялтанта курма каçаççĕ (приходят). Альш. † Пирĕн аппа каçнă чухне сарă кайăксем юрлаççĕ. || Пролодить (напр. о ночи). N. Хĕл каçиччен тырă епле пулĕши, тесе шухăшласа ирттеретĕн. || Прожить. Никит. Çак хĕле мăян çиçе каçрĕç (люди). Досаево. Çапла хĕл каçса, çăва тухрăмăр (дожили до лета).

каçа

(каз’а), впродолжение. N. Çу каçа, впродолжение всего лета. Толст. Эпир унпа (с ним) çĕр каçах урамра, эпĕ пурăнакан пӳрт умĕнче, лартăмăр, N. Вăл унăн урлă каçах кайна. N. Ăна туртнă чухне шывăн икĕ хĕрринчен урлă каçах туртса пыраççĕ (çилĕм).

каçма

то же, что каçă. ЧП. Каçмăна хывсан, çӳçерен хыв, каçмассерен вăр-вăр авăнтăр. Собр. † Эпĕ ку енче, тăванăм, эсĕ леш енче, тăванăм, каçмасем каçмассерен силенеççĕ. Пазух. Каçма хутăм шыв урлă та, каçса кайăп, тиейсе. N. Каçми начартан шыв урлă каçма пит хăрушă пулнă. Тим. † Атăлсем тарăн, ай, каçми çук, хамăр сарса, хамăр каçрăмăр. Ау 257. † Леш енчен те, ку енчен те каçма хыврăм — çитмерĕ. Янтик. † Тăвăр (узкое) çĕре каçма хутăм çăра хумăш пур çĕре. Альш. † Шурă Атал урлă шурă улма; каçсаях татăттăм, каçма çук.

каçса кай

зайтись (от плача, от боли, от смеха). Хурамал. Ача сак çинчен çĕре ӳксен: ача каçса кайрĕ, теççĕ (хытă макăрнине калаççĕ). Шарбаш. Каçса кайса ĕсĕрет (заходится, при кашле). КС. Чавса пĕрене çумне перĕнчĕ те каçсах карăм. Юрк. Вăл çапла каланине ытти хăнисем илтсен, тусеймесĕр каçса кайса кула пуçлаççĕ. N. Ачасем пурте кулса каçса каяççĕ. N. Ача вĕсене каçса кайса итленĕ. СЧЧ. Мирон пичче: вăл (тот) чӳкленинчен ун хыçĕнче каçса кайса кулса тăратăп, тет.. || Кан. Ĕçкĕшĕн каçсах каять... Ĕçкĕшĕн (ради выпивки) пуçне пама хатĕр. N. Ытла каçса кайсах савăнни эпĕ? Çутт. 112. Авă пĕр чăххи çăмарта тунă та: кăт-кăт-кăтик! тесе, йăвинчен вĕçсе анать. Ун майĕпе, автанĕ те каçса кайсах (= во всю) кăтиклет. Ib. 144. Пыл тесен, эпĕ каçсах каятăп. N. Хăшĕ çын япалишĕн каçса каяççĕ, çын укçипе пуйма юратаççĕ. N. Халĕ тупăк ăшне кĕрсе выртас пулсан, вĕсем савăнса ӳкĕччĕç, хĕпĕртесе каçса кайĕччĕç.

каç

(кас’), вечер, ночь. Хурамал. Каç каçрах выр тăр та, ирхине иртерех тăрăр. Вечером ложитесь поздно и утром вставайте раньше. N. Каç пуларахпа (к вечеру) хурăнташсене, пĕлĕшсене чĕнме ячĕç. Т. VII. Ун чухне каç пулса килет (близится, наступает вечер), тет. N. Çав каç вĕсем нимĕн те тытайман. В тот вечер они ничего не поймали. N. Ыр каç полтăр! Добрый вечер! ЧП. Ирех тухрăм, каçа юлтăм. N. † Каç пуласса кĕтсе тăр. Б. Олг. Çурнă чох калат: торă, ыр каç ту. Регули 298. Каç поларах (поларахпа) килет. Ib. 1377. Каç поларахпа килтĕм. Изамб. N. Чирккӳлĕ яла каçах (еще с вечера) кĕлле килнĕ çын пулат. Ст. Айб. Каç пулса, çывăрма выртсассăн, таркăн патне тĕлĕкре татах икĕ кайăк пырса... Ишек. Каç каçалла килет. Хĕвел анать. Тим. † Кĕске çĕрĕн ăйхи тутлă, тесе, ытла каçах выртса ан çывăрăр. Юрк. Лутра шĕшкĕ, сарă мăйăр, каçса çитеймесĕр (надо: катса çиеймесĕр) каç турăм. N. Çав хĕрĕх кунччен чăвашсем питĕ хăраççĕ: каç вилнĕ çын каç чĕрĕлсе килет, тесе, чăвашсем вилнĕ çынтан питĕ хăраççĕ. Чуратч. Ц. Тепĕр кун каç ачана тата тепĕр ĕç пачĕ, тет. Сред. Юм. Каç полса пырать (= каç полса килет). День клонится к вечеру. («Здесь показывается не только время, но рисуется и картина»). Ib. Каç пола пырать. День клонится к вечеру. («Здесь показывается только время, а не рисуется картина»), Т. Григорьева. Каç калаçнă сăмаха чăхă сысать, теççĕ. Янш.-Норв. Ăна (орехи) ката-ката каç турăм. N. Каç пулсах кайман та-ха, пуласшăн çав ĕнтĕ! Еще не совсем наступил вечер, но уже скоро наступит. Якейк. Ыр каç полтăр! — Çăвăрса кай (переночуй)! Ху çăвăрса йол! N. Икĕ каç карăм. Юрк. Епле апла, акă епле: кунĕпе ачасемпе асапланатăп, каç çывăрма выртатăп. Скотолеч. 6. Каç тăма (на ночь) сăсăл анчах парсан, тата лайăх (лошади). Ib. 4. Каç тăма апат панă чухне (лошади). N. Каç выртма юлнă ачасем. Чуратч. Ц. Каç выртмаллах кайна çаксем. Пошли с тем, чтобы там ночевать, с ночевкой. N. Ăратнисем килĕсене саланмаççĕ, ĕçсе-çисе çавăлтех каçа юлаççĕ. Макка 160. † Сарă ачана тус турăм, уяв каçне калаçма. Якейк. Ăшă каçсам (в теплые вечера) ăрамра çӳреме лайăх. Байгл. † Каç тĕттĕмсем пулса халь килет-çке, пире кайма вăхăт çитет-çке. || Канун, накануне. Ильм. Мункун иртсен виçĕ эрнерен вырăсэрни каç пумилкке тăваççĕ. БАБ. Вырăсэрни каç, эрне каçсенче пирĕн пата кӳршшĕсем пĕр арăм пырат. Туй. Туй пулас каç. Юрк. Мункун каç пĕлĕтлĕ пулсан, ырă çул пулат. ЧС. Пĕрре эпĕ вырсарникун каç ачасемпе выртма карăм. Альш. Хăят каçĕ вара, Хăят кунĕ (16 июня по ст. ст.) каçпа, тин хай кĕвĕ каласси чарăнат: уяв пĕтет. N. Мăнкон каç, тесен, мăнкон ыран теме те йорат, тепĕр конне (мăнкон), кĕлĕрен тохсан, каç полсан та, мăнкон каçах теççĕ (т. е.. выраж. «мăнкон каç» имеет двоякое значение). Шăмат каç [йон-каç]= или «в субботу вечером», или «в пятницу вечером». Альш. Кунта праçник каçĕсенче кĕлĕ пулат. Ала 27. Эсĕ кунта мĕн туса тăратăн? Эпĕ сана: каçах (еще с вечера, т. е. вчера) карĕ пулĕ, тесе каларăм (думала что ты...). Цив. Эпĕ каç çĕрĕпех сыхласа лартăм, çывăрмарăм.

каçсенче

по вечерам. Стюх. Нумайранпа мар (недавно), çак каçсенче эпĕ юлташсемпе выльлярăм.

каç-ту

проводить вечер. Юрк. ЧП. Килтĕм-кĕтĕм çак киле, тухаймасăр каç турăм. М.-Яльчики. † Эпĕ пыраттăм çулпала, пĕр куршанкă мăйри куртăм та, катаймасăр каç турăм; пытăм-кĕтĕм эпĕ çак киле, тухаймасăр каç турăм. Альш. † Çӳлĕ тусем çинче улма-йывăç, авса татаймасăрах каç-турăм. Ib. † Пĕр каç вăйя тухмасан, каç тумалла мар иккен. Собр. † Çӳрерĕм, çӳрерĕм, кантăр ани тĕл пултăм, ларса канса каç турăм. Ib. Çак хуçа патĕнчен кайимасăр каç турăм.

каçхĕне

то же, что каçхине. Юрк. † Эпĕ каçхĕне тĕлĕкре усал куртăм, пирĕн тăвансĕм епле-ши?

каçмукла

захлеснуть петлей. П. И. Орл. Авă вĕрен пур; çавăнпа мăйăнтан каçмукла та, эпĕ туртса хăпартăп (тебя втащу смотреть репу). В рук. после исправлено: «касмăкла».

ката

(када), 1) кустарник (Чебокс., Цив.), 2) небольшая роща из крупных деревьев. Сред. Юм. Ката — 1) небольшой молодой лес, 2) кустарник. Ib. Ката тесе, каснă çĕртен шатса полнă пĕчик çамрăк вăрмана, тăта (= тата) пĕр тĕпрен темиçе йывăç шăтса тохнă полсан, калаççĕ. Имен. Ката — кĕçĕн вăрман, роща. Сиктер. † Çуркунне çурланă куян çури хăш катана кайса кĕрĕ-ши? Зап. ВНО. Ката, мелкий лесок, кустарник. Нюш-к. Ката — кустарник (ореховый и пр.) Н. Тахтала. Ката, крупный лиственный лес, без хвойных пород и березы. ЧС. Ачасем, айтăр, катана умма татма каяр. (Здесь «умма» раньше в рассказе названо «йывăç умми»). ЧП. Çеçен хирте икĕ ката. ЧП. Вĕт катара хурăн çырли. Ib. Кайрăм Ката хĕррипе. Яргуньк. Хĕре катана кайса лартнă (посадили в лес? в сторону?). N. Выртать, тет, çул урлă пĕр çĕлен; пĕр вĕçĕ пĕр катара, тет, тепĕр вĕçе тепĕр катара, тет. Т. П. Загадки. Катаран ката вăрман, патне çитсен беда вăрман. (Кантăр.) Сиктер. Сăмса айĕнчи курăнман, тет, ката хĕрринчи курăннă, теççĕ. (Послов.). Никит. Вăл ката урлă анчах пулнă. N. Пирĕн ялпа вăсен ялĕ хушшинче ката пур. Чуратч. Ц. Эпĕ, атте пĕр-ик кас сухаласа çавăрнсан, унтан ыйтрăм: катана каям-и, унта упа çук-и? тесе. N. Акара лашасем кӳлĕпĕр, катара кĕтӳсем кĕтĕпĕр. Тюрл. Катана çырлана кайрăмăр. Ходили за ягодами в рощу. Ib. Ката котне ларса кан (под куст). Ib. Лаша катана (в кустарник) кĕрсе кайнă. Чуратч. Ц. Пирĕн хамăр ката патĕнчех ана пур. Альш. Çын катана кĕчĕ, тет те, мишукпа икĕ кайăк (мулкач) тытса килчĕ, тет. Букв. 1904. Пирĕн ял çывăхĕнче пысăк вăрман та, пĕчик катасем те нумай. Н. Лебеж. † Касман ката кӳтĕмĕр, ăна кĕрĕве патăмăр, кĕрӳ касса пăрахрĕ. Ала 85°. Ву пĕр çулпа кайнă-кайнă, кайнă-кайнă та, пĕр вĕт катана пырса кĕнĕ. Собр. † Пĕчикçĕ ката карта пек, чечек пекех илемлĕ. Ой-к.-Йавăш. Калех пирĕн ялтан инçе мар ката пур, вăл катара халĕ те киремет пăрахнă укçасем тупаççĕ. || Так наз. углы (мысы) леса, образующиеся по обеим сторонам поляны, вдавшейся в лес. Н. Уз. См. тĕпек.

катакла

мотыжить. Марпос. р. || Бить, колотить. Икково. Ăна эпĕ катакларăм (поколотил).

катен карчăк

(-џ̌ы̆к), дряхлёна? КС. Ачанăн сĕт шăлĕ тăкăнсан: е-хи, эсĕ ватăлнăç, катен карчăк пулнă! теççĕ. Икково. Катен карчăк пек çӳрет. Ходит как дряхлая старуха (плоха здоровьем). Якейк. Эпĕ санашкал катен карчăк мар (брань между женщинами; иногда указывает на неопрятность). Ib. Катен карчăк пак çӳрет. Ходит неопрятно (о женщине). Яргуньк. Катен карчăк(ĕ), так называют безалаберных девочек. Б. Шатьма. Катен карчăк, чучело старухи (делали дети). Кан. 1929. Пĕрер ятлă çĕр çинче 10 — 15 йышлă çемье тăрантарса пурăнаканскерсем, пĕр, сăмахпа каласан — «катен карчăк» хăраххисем (настоящие бедняки). Хурамал. Катен карчăк — начар, пĕчĕк (кулса калаççĕ).

катир

(кадир), восклицание (с араб.). Юрк. Катир, анкартĕнчи шăшисемпе чавкасене мăнтăртса пурăначчен, питĕрех те аван пулĕчĕ-çке килĕнчи çемйисемпе лашисене, ĕнисене мăнтăртса пурăнсан. Ib. Катир, пирĕн чăваш арăмĕ, мĕскĕн, куллен ĕçекен сăмаварне çулталăк хушшинче пĕр-икĕ тапхăр тасатма пушă вăхăт тупат иккен. Ib. Вĕсем те пулмасан, катир, эпĕ тен тĕнчере те пурăнас çукчи!.. N. Эй, катир, турри те парас теннипех ăна пурне те çынсенчен уйрăм ытлашшине илемлине панă.

кашла

шуметь. Н. Карм. N. Кашласа, ешерсе ларакан йывăç çинче çулçă пĕр сийĕ тăкăнса пырать, тепĕр сийĕ сарăлса пырать. Ст.Чек. Хура вăрман (шыв) кашлат (шумит). Орау. Çăмăр хыт çунă чухне чуспа витнĕ çурт тăррисем, вершникрен шыв юхса кашлани катаран илтĕннĕ пек, кашлаççĕ. БАБ. Эпĕ тепринчен (из другого окна) пăхрăм пек те, тĕслĕрен тырă пĕр хир тулли кашласа, хумханса ларат пек. (Сон). Орау. Капла çăмăр çăвах тăрсан, кăçал тырсам кашласа анчах ларакан пулаççĕ (будут высокие и густые). Виçĕ пус. Хытă шăмăллă выльăх çимен йӳçĕ курăксем анчах кашласа ларнă. || О ветре. Шибач. Çил хытă кашлат. КС. Çил кашласа вĕрет (сильно). || О животиых и др. предметах. Качал. Якейк. Çĕлен кашласа çитрĕ (с шумом). ЙФН. † Вĕт-вĕт хăва, вĕт хăва, вĕт хăвара вĕт кайăк, вĕт кайăк каять кашласа, шульчи тăкăнать саралса. Эпĕр каятпăр хурланса. Якĕйк. † Корак каят кашласа, йăви йолать хорлăнса. Ст. Чек. Сăмаварĕ кашласа ларат (шумит) вĕренĕ чух. О сохр. здор. Сĕрĕм тивсен, çыннăн пуçĕ ыратат, хăлхи кашлать. || Шипеть. Г. А. Отрыв. Хура вăрман кашлани мăн çул хĕрне илтĕнет; пичи сăри кашлани пусма вĕçне илтĕнет.

кашаман

(кажаман), прозвище волка. Кушакпа автан 17. Эпĕ кашкăр кашаман, сурăхсене кышлакан. Шел. 163. Эпĕ кашкăр-кашаман, выçă чух пит асакан. || Фамильное прозвище в Беловском выселке, б. Чист. у.

кашăн

то же, что кашни. N. Эпĕ сана çĕрле те, кăнтăрла та, кашăн усал ĕçĕмсен пирки хуйхăртатăп та, хӳрлантаратăп та, çилентеретĕп те. Панклеи Кашăн ирех, каждое утро (наречие).

кашăртат

(-жы̆рдат), шуршать. Хурамал. Типĕ хуп (лубок) сĕтĕрсе пынă чух кашăртатса пырать. КС. Çавăнта пырап вăрманпа эпĕ — ман умра темĕскер кашăртатать (задевает за сучья и листья и шумит довольно сильно). Трхбл. Атăл тĕппе (тĕпĕпе) кашăртатса пырат (пароход, задевая за дно реки).

кашни

кашни (кашн’и), каждый, каждый раз. N. Ку чӳречене кашни кун уçа-уçа та йăлăхтарчĕ ĕнтĕ. Надоело каждый день отворять это окно. СТИК. Кашни турпатти (каждодневно, букв. каждый богом данный) кунь çавăнта çӳрет. ЧС. Эпĕ хăраса кашии çиçĕм çиçмессайран картуса хывмасăрах: ах, турă çырлах, ан пăрах! тесе сăх-сăхатăп. N. Кашни татса пăрахмассерен, е кашни сăра, е эрех кăшт тăкмассерен: умăнта пултăр, теççĕ. Орау. Малашне чӳречесене кашни кунах уçас пулать. Б. Яуши. Кашни рас укçа вырăнне çыру панă, кайран пурне те тӳленĕ. К.-Кушки. Пирĕн кашнин хăне ламппă пур. У каждого из нас (есть) своя лампа. N. Пирĕнпе кашнинпе (с каждым из нас) калаçрĕ. О сохр. здор. Çынна урнă йытă-мĕн çыртсассăн, кашниех урмасть. N. Кашнин кунта пирĕн: е ашшĕ, е амăшĕ, е шăлнĕсем, е тусĕсем, е тата тăванĕсем пур.

кивĕлле

постарому, в старом виде. N. Эпĕ ку çĕлĕке кивĕлле илтĕм (старую)?

кикен

(киг’эн’, Пшкрт киҕӓн), чемерица белая, veratrum L. album L. Чеб. и др. Рак. Кикен. Унпа шăнасене пĕтереççĕ. Выльăхăн мĕнĕ-те-пулсан хуртлансан, çавăн тымарне тӳсе сапсан, хурчĕсене тăкать. Пуç ыратнăран, тата никĕт çинĕрен те (= шăла хурт çинĕрен), сăмсаран тапак туртнă пек туртаççĕ, (нюхают). Никĕчĕ каять, тет, вара. Кайсар. Кикен. Çаранра ӳсет. Тымарĕ шăнасене вĕлерет; тӳсе сапсан, выльăк хуртне пĕтерет. Выльăх суранлансан, суранĕ хуртлансан, кикен тĕпне сапаççĕ. Зап. ВНО. Кикен, тикен, чемерица. Мыслец. Кикен, чемерика. СПВВ. Кикен; тикенек. Якейк. Кикен — ядовитое растение. Н. Седяк. Кикен; çак курăк вăрри ӳсĕртет. Шибач. Кикен — вĕлерет выльăха. П. И. Орл. Выльăхăн кучĕ-мĕнĕ хуртлансан, кикене тӳсе сапаççĕ те, вара вăл пĕтерет; тата выльăха хирĕç вăрнсан (= вăрăнсан, иначе: хаяр ӳксен) пама йӳçĕтнĕ çĕре яраççĕ. Ст. Ганьк. Çĕр çинче кикен хаяр, кикенрен эпĕ хаяр. (Из заклинания «йӳçĕ чĕлхи»). Хĕрлĕ Урал. 1921, № 10. Кикен çинĕ сысна пек çăварĕсенчен (кăпăк) кăларса йăваланса çӳрерĕç (от кумышки). СТИК. Кикен çинĕ (или: кикен тĕп çинĕ) — говорят насмешливо о пьяном.

кил

(к’ил’), итти, ехать, прийти, приехать, прилетать (сюда, в направлении сюда). Альш. Килтĕмĕр, килтĕмĕр те, уччилние çитрĕмĕр хайхи çавăрăнса (шли, шли, и, наконец, вернулись к школе). Ib. † Хуçи: кил, кил! тесессĕн, сĕтел умĕнчи çын эпир; хуçи: килех (прошу пожаловать)! темесен, алăк панчи çын эпир. Ib. Килех, хăта, килехи аван çитрĕн-е (хорошо ли доехал)? тесе калаççĕ. Ib. † Килмесĕр (вар. килмесĕр те) килнĕ çак киле, ытла (вар. ыттах) тĕлĕнтерсе хăварас мар. (Застольн. песня). Бюрг. † Килмесĕр те килтĕм çак тăвансем патне, ухатам килчĕ юрлама. Якейк. Ку карттуса вăл мана сан пата килме анчах пачĕ. Ib. Килĕçин килччĕр (или: килĕç. Если желают, пусть придут... Ib. † Пичи патне килесси (трудно), килессинчен каясси. Ib. Эс Хосана хальччен килмен-и? Халь килнисĕр пуçне эс нихçан та Хосана килмен-и? Ты первый раз в Казани? Ib. Килсен килĕ. Что же, ладно, пусть уж придет, что ли. ГТТ. Маншăн пулсан, вăл кунта пĕртте ан килтĕрччĕ. Я совсем не хотел бы, чтобы он приехал сюда. Изамб. Т. † Ăсатса яр, тăван, ăсатса яр, улма пахчи витĕр кăларса яр. Хăçан килессине каласа яр. Ала 94°. † Кинçĕм те лайăх Хĕвекле, килнĕ те кайнă вăхăтра, хирĕç те чупса тухинччĕ; хирĕç те чупса тухмасан, ăшă та сăмах пулинччĕ. Орау. Пĕр-ик-виççĕ киле-киле кайăп-ха эп (т. е. приеду или приду). Ib. Кашни кун киле киле чӳречĕнтен шаккăп. Буду, приходя каждый день, стучать тебе в окно. Ib. Килме çиле майлă пулчĕ те, аван пулчĕ. Ехать было по направлению ветра, поэтому хорошо. N. Тутар хĕрĕсем, тутар арăмĕсем çуркуннепе киле-киле пир-авăр тĕртмелли иле-иле каяççĕ. Тюрл. Вăл килмелле мар кайнă. Он ушел с тем, чтобы более не возвращаться. N. Килнĕ чухне атă илсе кил. Когда придешь, захвати с собою сапоги. Чув. пр. о пог. 171. Аслати пĕр çĕртен тепĕр çĕре килсе куçсан... Если гром переходит с места на место... Юрк. Куллен уччилнике кил, çырăва вĕренме ан ӳркен. Ib. Килессӳ пулсан (если думаешь приехать), часрах килме тăрăш. Ib. Эпĕ ун патне килсеттĕм, кала халĕ ăна, кунта ман патма тухтăр, тет. Янорс. Пăртак тăрсан тата темиçе пăрохот киле-киле карĕç, хăшĕ темиçе парăш кăкарнă. Шинер-п. Пирĕн пата ан килтĕр, тесе, картисене сӳтсе тăкрăç. Ст. Шаймурз. † Çакăях тăвансем пулмасан, килеймен пулăттăм эпĕ çак киле. Трхбл. Яшкана васкасах ан çак-ха, килерех паччăр (напр. сухаран, вăрмантан). Шурăм-п. № 26. Эпĕ алăкран кĕрсен çĕлĕке илсе, асаттесен йăлипе: ман килес! терĕм. Регули 22. Килмессерен килте çок вăл. Ib. З47. Вăл çомăр çăвиччен килсеччĕ. Ib. 1451. Эп чĕнтĕм она, вăл килчĕ; вăл каламарĕ тума, эп тумарăм. Ib. 17. Исе килмесĕр ма килтĕн? Шорк. Никам та килнĕ палли çук. Нет следов того, чтобы кто нибудь приходил. Ст. Чек. Вĕсем виççĕн килчĕç-и? — Виççĕн кăна-и вĕсем (какое втроем), вунпиллĕк çынна яхăнччĕ! N. Паçăр ман патма пĕр çын килчĕ те: аçу вилчĕ, терĕ (умер отец того, к кому пришел человек). N. Паçăр ман патма пĕр çын килчĕ те, сан аçу вилни çинчен пĕлтерчĕ. N. Паçăр пĕр çын килчĕ те: атте вилчĕ, терĕ (умер его отец). СППВ. ТА. Кил токко = кил халь. Икково. Ача алла килесшĕн. Ребенок просится на руки. Ib. Вăл ача ман алла килмест. Тот ребенок не идет ко мне на руки. N. † Хам тăванçăм килет, асăнса, хура лаши килет ыткăнса, ылттăн пĕкки килет çутăлса, хурама турти килет авăнса, чĕн тилкепи килет туртăнса. Едет нарочно ко мне мой родимый; его вороная лошадь мчится (стрелою), золотая дуга блестит, загибаются вязовые оглобли, (туго) натянуты ременные вожжи. Кан. Эрнере иккĕ килмеллескер, пĕр хут çеç килет. Альш. Сивĕ çĕрсем (ночи) киле пуçларĕç. Ib. † Сарă хăмăш тĕпне шыв килсен, çурккуне пулнине çавăнтан пĕл. N. Мĕн полат-килет! Что будет! (или: что будет, то будет!). || Прийти за... Орау. Кĕрĕкне илме килчĕ. Кĕрĕк ыйтма килчĕ. Пришел за шубой. || Вернуться, возвратиться. Бел. Эпĕ каяс çĕре утрăм, усем килелле килчĕç. Я пошла своей дорогой (в гости, в другую деревню), а они вернулись домой. (Они были из той деревни, что и рассказчица). Альш. Тимĕрçĕн ачи выляма кайнă, тет. Выляса килет, тет те, тимĕрçĕпе арăмĕ йĕрсе лараççĕ, тет. Ib. Киле килме тухрăмăр вăрмантан. Килсен, килсен, çул çинче манăн алса укнĕ-юлнă. Регули 177. Атти киличчен кĕтсе тăтăм. Ib. 318. Вăл киличчен кӳлсеттĕмчĕ. Ib. З51. Эп киличчен тăрнă вăлсам. Ib. 262. Утсам кĕтĕве ярмасăр килмерĕ. N. Атте пасартан киле пырать пулĕ (уже возвращается). || О запахе. Кратк. расск. Çăварĕнчен хăйĕн пит йывăр шăршă килнĕ. || О выигрыше. Яргуньк. Тата çĕр тенкĕ хучĕ, тет те, татах Ивана килчĕ, тет (Иван выиграл) N. Çапла ĕнтĕ хресченсенĕн тупăш çулталăкне З50 — 400 т. яхăн килет. || Зависеть; происходить. ХЛБ. Тырă-пулли пуринчен ытла сухаланинчен килет (зависит). N. Вăл ĕç пĕр пиртен анчах килмест (не от нас только зависит). Малт. шк. вĕр. фиç. 114. Анчах çавăн пек суя ĕнĕнӳсем пирĕн тĕттĕмлĕхрен килет. || Уродиться, удаваться. Çук, тулăсем кăçал килмерĕç (пшеница не уродилась). N. Хĕвел хытă хĕртсе типĕтсе янипе Египетре халĕ те тырă акни нимĕне те килес çук. || Сходиться. Собр. † Санпа манăн сăмах пит килет, те ĕлĕкрен пĕрле тăнăран. || Возникать (о желании). N. Курас килекен пула пуçларĕ (пулчĕ?). Стало хотеться увидать. О сохр. здор. Тăвассу килтĕр; тăвассу килсен, тума пулать ăна (это). Орау. Тул тухасран тухас килет. КС. Нихçан та кун пек ĕçес килсе ĕçмен пулĕ (т. е. эпĕ). N. Çырас килсе çырмастăп. Янорс. Манăн вара хот (грамоте) вĕренме каяс килекен полчĕ (захотелось итти учиться). N. Ку ача çул çинче пĕр утă лавĕ тĕл пулать те, çиес килнĕ майĕпе çăтат-ярать, тет. СЧЧ. Пăтти вара пĕтĕмпе çу кăна пулат (страшно масленая), çиес килмен çĕртен те çимелле (и не хочешь так явится аппетит). Юрк. Вĕренес килекенсем манăн авă вĕренеççĕ, нихăшĕ те ку вăхăтра киле кайма ыйтмаççĕ. N. Вара вĕсем мана: питĕ каясах килсессĕн, каях, ачам, терĕç. Регули 562. Мăнăн исе килес килет (килмеçт) конта. N. Манăн ăна вăл пӳрте пĕртте ларттарас килмес (не хочу, чтобы он строил). Сред. Юм. Чашăк çăвас килмесен, вăник кошак осрас полать. (Поговорка. Вăник кошак пĕр чашăк çулласа тасатаççĕ, тет). N. Укçа паракан çын хăй укçи выçă çынсене çитессине (дойдут ли) пĕлмесен, укçа парасси те килмест. К.-Кушки. Ăна курсанах, çилĕ килсе каят. Когда на него смотришь, зло берет. N. † Икĕ йӳллĕ çул пырат, пĕр юпĕпе хĕр пырат, çавна тытса, чуптусан, çамрăк пуçа вăй килет. || Приходиться, случаться. О земл. Ана çине навус тăкнă пулсан, çав 100 пăт хакне ĕçлесе тупма килмен пулĕччĕ. Толст. Мана пĕр золотника (= мăскала) 5835 пĕрчĕ килнĕччĕ (эпĕ вĕсене юриех суса пăхрăм, т. е. яйца шелкопряда). ЧС. Мĕн тăвас, пĕрре çапла килчĕ те, ларасах пулать çав. ХЛБ. Ана çине тирĕслĕке тăкнă чух епле килнĕ çапла (= кое-как) тăкас пулмасть. Альш. † Мĕскер пулмĕ, мĕскер килмĕ пирĕн çамрăк пуçсене! || Проявить то или другое качество. Ала 99. Хĕл ăшă килсен, çу сивĕ килет, тиççĕ. Изамб. Т. Кăçал çуркунне сиввĕ килчĕ (весна была холодная). ТХКА. З. Çанталăк пĕр килмест çав. N. Чăнах та, ыйтса пăхсан, Кĕркури пичче: самана çапла килчĕ, терĕ. О земл. Пурăнăç (жизнь) йывăртан йывăр килет. || Означать. Трхбл. Аптăранă тени вырăсла мĕн сăмаха килет-ха вăл? Какому русскому слову соответствует слово «аптăранă»? Альш. Вăл сăмахсем мĕне килнине (что означают) пĕлеймеççĕ. ГТТ. Çак сăмах (слово вирт «палы») мĕне-те-пулин килмĕ и тата? (не имеет ли связи с чем-либо). || Заниматься (о заре). N. Çурăмпуç килет. Занимается заря. || Относиться. N. Вĕсем пĕтĕм патшалăха килекен ĕçсене туса тăраççĕ. || Настраиваться (об инструменте). К.-Кушки. Купăс килмен. || О пении. Альш. Каллах пурте калаççĕ (поют) пĕр сасса килсе, пĕтĕм яла янăратса! Ст. Шаймурз. † Тавай, тантăшсем, иккĕн юрлар, ĕнтĕ килет пулсан кĕввĕмĕр. || Быть подходящим, пригодиться. Орау. Сăмаха килмен япала çинчен мĕн калаçса ларан? Ĕçе килмен япалапа, мĕн тăвас унпа, вырттăр хăй вырăнче. N. Апла килмест вăл. (Это выражение) и верно, не идет, не подходит. Батыр. Ташла пĕлмен çынна кĕвĕ килмен, тет. (Послов.). Ашшĕ-амăшне. Килменнине ан калаç. Не говори того, чего не следует. Ст. Чек. Улталани те манăн вĕт килет (т. е. складно, умело обманываю?). О земл. Икĕ хут сухалама килмесен... || Быть принятой (о жертве?). ЧС. Халь çĕнĕрен пĕçерсе чуклемелле, тата çĕнĕрен чӳклесе килмесессĕн, эсĕ пĕтĕм выльăх-чĕрлĕхе вĕлеретĕн вара (будешь виной смерти..). || Быть к лицу (о костюме). Икĕ талир пĕр манир; ăçта çаксан, килĕ-ши? I| Быть привезенным. Тораево. Тата арча килнĕ, арчи ăшăнче хĕç (меч) пулнă. || Вытекать. Орау. Ача умĕ («воды») килчĕ. См. ача умĕ. || Выходить замуж. Образцы 99. Тата пĕр çул кĕтĕттĕм, килмĕ çавă вăл мана. Я подождал бы еще годик, но дело в том, что она за меня не пойдет. || В чувашизмах. Сред. Юм. Онтан нăмай та порнаймарĕ, тет, карчăк ача килсе те çоратрĕ (неожиданно родила), тет. Йӳç. такăнт. 34. Улюн кальт тутине йĕпетсе. Ах, килех, кил, пулмастех! (Здесь кил в значении русск «прими пожалуйста» при вежливом обращении. Так, при угощении, напр., пивом, угощаемый, попив немного, возвращая поданный стакан или ковш угошающему на руки, говорит ему: кил). || В качестве вспомогательного глагола. Кан. Çул çинче ниçта кĕрсе чей ĕçме тупмасăр, çул тăрăшшĕпех юр çисе килтĕмĕр (всю дорогу ели снег). Якейк. Пасара кайса килме кĕрĕк пар-ха. Дай мне шубы, сходить на базар. ЧС. Атăр, çавна курса килер-ха (сходим и посмотрим), терĕç. N. Тилли кунтă тĕпне шăтарат, тет те, пуллисене çул тăрăх тăкса килет, тет. N. Манăн кун-çул кĕскелсе килчĕ ĕнтĕ. N. Пурăнас кун çулă (= кун-çулу) пĕтсе килсессĕн... ЧП. Вăйă иртсе килет-çке, пирĕн ăшсем çунçаçĕ-çке. Сунар. Унта çу çинче пĕр ылтан çыпçăнса килнине курнă (червонец пристал к весам, которые брали в соседи). Альш. Çырмасем типсе килеççĕ (после разлива). Ib. Тырра хиртен пуçтарса килеççĕ. Ib. Чапăрлăсене, халĕ ĕнтĕ вĕсене: тăват пилĕк килĕрен те ытла мар, теççĕ Мертлĕре, пĕтсе килеççĕ, тет, вĕсем. Ib. Чапăрлă çапла кĕçĕн ял пулса тăрат-тăрат та, пĕтĕмпе пекех пĕтсе килет. Ib. Тул çуталса килет (светает), пушара сӳнтерсе килеççĕ (возвращаются, потушив пожар). Ib. Кунсем лайăх тăраççĕ-ха. Çу уйăхĕ çитсе килет. Ib. Каçпа вара çынсем тухса килнĕ чух ӳсĕр выртат Мишка. Ib. Вăл тайлăмра (в ложбине по течению реки) вара ялсем килнĕ ларса. Ib. Килсе килчĕç вуникĕ вăрă. Синерь. Патша ывăлĕ кайăка хӳринчен тытрĕ, тет те, хӳри тухса килчĕ (оторвался), тет. Хора-к. Çанталăк питĕ тĕттĕ(м)ленсе килчĕ. Ib. Мункун çитсе килчĕ, ĕçме-çиме пĕтсе килчĕ. Якейк. Пӳрте кĕрес тесе, алăк хăлăпĕнчен тытрăм та, алăк халăпĕ хуçăлса килчĕ (отломилась). С. Дув. † Çӳлĕ ту çине улăхнă чух пĕр ял килет курăнса. Толст. Уйăх шуралса киле пуçланă, сывлăм ӳкнĕ, тул çутăлса килнĕ. Регули 225. Пол тытса килет; пол тытнă çĕртен килет. Ib. 1272. Копан-копан тияса килтĕм. Капанĕпе (копипе, копипех) тияса килнĕ. Орау. Тĕнче пĕтсе килет; ăйăх пусса килет. Ib. Мункун çитсе килет. — Тул çутăлса килет. — Каç пулса килет. Ib. Кăнтăрла çитсе килет, эпĕр, вырса, ана пуçĕнчен уйăрлман, ялкулли! КС. Аслати алтса килет. N. Суйлав вăхăтĕ çитсе килет.

килĕш

(к’ил’э̆ш), то же, что кил-йыш, семейство. Ходар. Чӳклемере ятлаçу-вăрçу пулсан, тепĕр чӳклемеччен килĕшре пĕр çын вилет, теççĕ. Ib. Чипер тырра-пулла алла илнĕ йĕркепе сана, турă, ачи-пăчипе, ывăлĕ-хĕрĕпе, пĕтĕм килĕшпе пуççапас, тет (хозяин дома), çырлах! («Чӳклеме»). С. Алг. Килĕшпе чӳклетпĕр пăтă. Спаççипă турра-пӳлĕхе, лайăх алла тырра-пулла илтĕмĕр, тепĕр кĕркуннеччен лайăх ырлăх-сывлăх пар. Çырлах, амин. С. Дув. † Эпĕ пырас килĕше элек парса тултарнă. (Хĕр йĕрри). N. Хăй килĕшпе, со своей семьей. Çĕнтерчĕ 18. Эсир килĕшĕпе, çакă манăн сурчăка (плевка) тăмастăр! Сиктер. Килĕшпе, çуртăм-йĕрĕмпе, ачам-пăчампа, çемьемпе, тĕрĕс-тĕкел тăма пар. Ib. Килĕшпе хĕрт-сута (так!) чӳк тăваççĕ Шептак. Акун килĕшпех лайăх порначчĕ (= порнаççĕ), сана пысăк салам яраччĕ. КАЯ. Тфу... Сире урнă йăтă туллани-мĕн? Е килшĕртине (так!) туллани?

килĕш

(кил’э̆ш), соглашаться, договариваться, уговориться. Юрк. Пуринпе те (во всех отношениях?) çапла икĕ енчен те килĕшсен... Ib. Кĕсем те мĕн пурĕпе килĕшсен, евчи чăпăркка пăрахат. N. Канаш туса килĕшнисене хăшне-пĕрне земски собранисене параççĕ. || Торговаться, столковаться. Чем люди живы. Пăртак тăрсан, Симун çак арăмпа хакне килĕше пуçланă. N. Вăл кĕрĕшекенсемпе кунне пĕрер динарипе килĕшнĕ. Юрк. † Пӳлмĕрсем тулли тырă пур, хакне килĕшмесĕр ан сутăр. Ау 17°. Шуйттан ачи тухрĕ, тет те: этем ! ытти япалапа килĕш, çурт кучĕ йывăр, теççĕ, (терĕ, тет). КС. Эпир унпа килĕшеймарăмăр. Мы с ним не могли столковаться (или: сторговаться). Альш. Çарансем килĕшеççĕ. Юрк. Хай айăра илес текенсем виçĕ çĕр тенке килĕшсе укçа парсан, ăйăра илсе те каяççĕ. Ст. Чек. Вăл ун лашине килĕшмен (не сторговал) || Сосватать. Килĕшсе çураçни. К.-Кушки. † Килĕшнĕренпе йĕре-йĕре хĕрлĕ чĕре шуралчĕ. N. Хĕрĕ килĕшсен (кунсан), Мариам, тавăрăнса, хăй амăшне чĕнсе пынă. Образцы 99. Пĕр чӳрече, ик чӳрече, атте, мана хĕр килĕш. Атте, санăн кинĕ (сноха) пулĕ, манăн кăмăлăм тулĕ. || Понравиться. Никит. Çак сăмахсем пĕтĕм çынна питĕ килĕшрĕç (пришлись по сердцу, понравились). Альш. † Çак тăвансем патне килсессĕн, сăмах килĕшеймесрен хăратăп. Кан. Кăмăла килĕшрĕ пулмалла старикĕ. Н. Якушк. † Эпĕ каяс килĕре çын килĕшмест, теççĕ, эпĕ епле килĕшĕп-ши? (Хĕр йĕрри). || Помириться. Чăв. й. пур. 9. Леш Микка ялан ӳкĕтле-ӳкĕтле йăпатнă, ку йăпатнă тăрăх вара лешсем пĕтĕмпех килĕшнĕ. || Быть удачным, годным. N. Кунĕ те килĕштĕр, çынни те килĕштĕр. (Из наговора: «Ăш ыратсан, вĕрекен кĕлĕ»). N. Вĕсем (знахарки, лекарки) куçа килĕшмен япаласем ярса, пушшех пăсса пăрахаççĕ. О сохр. здор. 51. Çапах та вĕсем пит аван апат, вĕсене пурин те çиес пулать, анчах сывмар çынсене питех килĕшмест. Ст. Чек. Кунти çĕр-шыв мана килĕшмен (не подходящий климат). N. Эпĕ халĕ вар-виттипе хупланап-ха: те кунта килни килĕшмерĕ темĕскер мана. Орау. Мана пур апат та килĕшмест. Янш.-Норв. Телейсĕрсенĕн вăрласа кайсан та (невесту) килĕшмест: е вĕсене çул çинче тытса, укçасем илеççĕ, е курайман çынсем вăрланă чухне çӳсмен пăявне касса татаççĕ. || О согласии в речах. ЧП. Сирĕнпеле сăмах пит килĕшет. Ст. Шаймурз. † Сирĕнпе сăмах пит килĕшет, те кĕçĕнрен пĕрле ӳснĕрен. || Быть угодным, итти в прок. Ст. Чек. Манăн парне килĕшмен (жертва не принята). Ib. Кĕлле кайни килĕшмен (хождение в церковь оказалось неугодным). ДФФ. Çинĕ чухне, хул калек шăмăсене (= шăммисене) хышласа тасатсан, çутă çĕрелле тытса, витĕр пăхатьчĕç: вăл шăмсем таса пулсан, чӳк килĕшнĕ, тетчĕç, — таса мар пулсан, хура йĕрĕсем курăнсан: чӳк туни вырнаçуллах мар, тесе калатьчĕç. ЧС. Çын-мĕн кĕрсен, чӳклени килĕшмест (неудачно), терĕ. Ib. Пĕр-пĕр вĕçен-кайăк йăва çавăрма киле илсе килсен (пух жертвенных птиц) Куслав килĕшмест, тет те, вара нихçан та килĕшмест, тет. Арçури. Киремете килĕшмен, çырмаранах çырлахман. ЧС. Сирĕн хăйматлăхсене сурăх парне пани килĕшмен, унăн алли йăвăр пулса, сурăхусем çавăнпа вилсе пĕтнĕ. Шурăм-п. 9. Çав вите хуçи лаша çилхиие йăваласа муталать пулсан, лаша киле килĕшет (ко двору). || Быть приличным. Ст. Чек. Килĕшменне хытланан! Якейк. † Ай аки Мари пор, хĕр чох çӳрени килĕшет (когда выйдет замуж, гулянья прекращаются). N. Килнĕ çыннăн кайни килĕшет. || Быть к лицу. N. † Çĕнĕ çапата, шур чăлха хĕр уринче килĕшет; хура сăкман, йăс тӳмме каччă çинче килĕшет. Г. А. Отрыв. † Хамăр хура пулсан та, савни сарă килĕшет.

килĕштер

понуд. ф. от гл. килĕш. || Уживаться, дружить. Дружно жить. КС. Ашшĕпе ывăлĕ килĕштеримарĕç (не могли ужиться). Батыр. Кӳршĕрен кушак илсе ӳстерсен, кӳршĕпе килĕштерсе пурăнмалла мар, тет. Шибач. Йăван арăмпеле акăш килĕштеримаççĕ. || Соглашаться. N. Хĕрĕ, ашшĕсем килĕштерсен, килĕштерет-и, тен те, ашшĕсем тем хăтланĕç. Ала 9. Пĕр пĕрне юратса, пĕр-пĕрин халапне килĕштерсе пурăннă. Болезни. Вĕсене ĕç ĕçлесе парас вырăнне картла выляса ларма часрах килĕштермĕлле. || Приводить к согласию. N. Тутарсем, пирвай килĕшмен пек пулса, чăркăшса тăчĕç. Тăрсан-тăрсан, пĕр тутарĕ килĕштерсех пăрахрĕ. ППТ. Шавласа тăраççĕ, тăраççĕ те, вăйçа епле те пулин килĕштереççĕ. || Чувствовать взаимную симпатию. N. Иванпа Маре тахçантампах килĕштереççĕ ĕнтĕ вĕсем. || Облюбовать, наметить. ТХКА 30. Ĕлĕк эпĕ салтакра — Варшшавра слушпăра тăнă чухне, пĕр поляк хĕрне килĕштернĕччĕ. Оксанă ятлаччĕ вăл хĕр. N. Суйланă чухне хăйсем кама килĕштернĕ, çавна суйлас пулать, çын каланине итлес пулмасть. ЧС. Кушил çĕклекене килĕштерсенех (как только выберут?), ачасем анат вĕçĕнчи çурта чупса каяççĕ. || Примирить. Бес. чув. Арăмĕ ачисем темĕн килĕштереймесĕр йĕре пуçланăскерсене килĕштерчĕ те, вăл сĕтел хушшине ларчĕ. || Умилостивлять. ГТТ. Тӳркĕллисене килĕштерес пулат. Надо умилостивить (уладить) духов. || Настроить (инструмент)? || Найти подходящим, рrodare.

кипке

старая рубашка, надеваемая сверх хорошей во время грязной работы. КС. Актай. † Апи кăмаки шур кăмака, шатах килеççĕ шупăрпа, эпĕ анчах кипкепе. N. Тутăр çукки кипке пӳркенсе... (Такмак). || Пелёнка. БАБ. Эпĕ ача-пăча тыткаланă чухлĕ кипни чуста та çăрман пулĕ. (Слова матери, жалующейся на беспокойство с детьми). Пшкрт. Ача (ача) кипки [çĕтĕк выртса çӧрекен (с’ӧрӓҕӓн) кĕпесем (кэ̆βӓзӓм)]. Собр. Пĕчĕк ачана кипкепе çыхса усрамасан, куккăр ураллă пулать, теççĕ. Шашкар. Ачан кипкине олштарас (перепеленать). || «Сорочка». N. Кипкепе çуралчĕ, кипкине çурса яр. Скотолеч. 9. Хăш чухне тьыха кипкине çураймасăр пăчăхса вилет. Альш. Вăл амăшĕ ăшĕнченех кипкепе çуралнă, çавăнпа телейлĕ. || Оболочка зерна В. Ив. Анчах капла шакканине тутă пĕрчĕпе пĕрле начар кипкелĕ выçă пĕрчĕсем те тăканаççĕ.

кир

вм. кил, в сложении. ЧС. Эпĕ лашасене киркартине (на двор) ятам Та, хам, пӳрте кĕрсе, пăхса тухрăм.

киремет

(кирэмэт, к’ирэмэт’, Пшкрт: кєр’ємєт), киреметь (как свящ. место; от араб. кирамӓт). Охотн. Разные места около деревни и в самой деревне чуваш усеяны киреметями. Даже люди, близко стоящие к чувашам, часто ошибаются, понимая под слозом «киреметь» самих злых богов. «Киреметь», собственно, есть место, где пребывает злой дух, напр. дух какого-нибудь известного, некогда жившего на этом месте, чувашина, представляющего собою героя. У нас, напр., около деревни лежит прекрасное возвышенное пустсе место, имеющее форму полуострова, так как оно окружено с трех сторон двумя реками, соединяющимися в одну. На этом месте, помню, несколько лет тому назад росла старая, старая береза. Место около березы, а нередко и самую березу чуваши называют «утлас киремечĕ» — киреметь Утласа. По преданию чуваш, всем этим полуостровом владел когда-то богатый мужественный чувашин по именн Утлас. Находясь на высоком месте, откуда виднеется окрестность, и в то же время защищенном реками от нападения неприятелей, и владея домом с подземными кодами, ои умел всегда искусно и мужественно охранять себя и свое имущество от воров и разбойников и держать в страхе и покорности жителей нашей деревни. Утлас сам давным давно умер, но не умер его дух; он живет под березой, посаженной Утласом в своем саду. Дух его и теперь держит чуваш в страхе. Ни один чувашин не осмеливается выразить свою непочтительность к березе, где живет он, в противном случае дух Утласа наказывает его продолжительными телесными болезнями, для избавления от которых существует единственное средство — просить прощение в молении перед березою и зарыть в землю около нее медную монету, двухкопесчного или трехкопеечного достоинства. (Признаки жилища. Утласа до сего времени сохранились). «Киремети» имеют и другое происхождение. Место, где раньше совершали в продолжение столетий общественные моления высшим богам, нередко впоследствии были оставляемы, так как с течением времени условия жизни изменились, и чуваши, находя неудобным молиться на том месте, выбрали другое место для молений. Но уважение к прежнему месту молений сохраняется. Они и после изредка ходят туда молиться. Затем йомзи, затрудненные в обьяснении причины болезни чувашина, обращавшегося к ним за советом, говорили, что болезнь могла произойти лишь от неблагопристойного поведения его около известного места. Так постепенно чуваши приходили к убеждению, что на этом месте обитает злой бог, который и посылает нм болезни. Отсюда произошли новые «киремети» чуваш. Например, в нашей деревне, на берегу речки, есть место, куда собирались некогда для совершения общественных молений; оставлено было оно, по всей вероятности, когда поселились на противоположном берегу русские. Присутствие их мешало им молиться, так как те позволяли себе смеяться над их религиозными обрядами. Чуваши для молений выбрали другое место, а прежнее обратилось в «киреметь» (Авăр-кӳл киремечĕ). Сюда, в день совершения общественных млений, приходит старик, выбранный обществом, подметает небольшое место и, незаметно зарыв в землю медную монетку, отправляется домой. Этим выражается уважение к священному месту и память о молениях в старину своим высшим божествам. Чуваши чрезвычайно боятся киреметей и положительно разоряются на жертвоприношения им, особенно при продолжительной болезни. Дети еще с малолетства запугиваются «киреметью». Я помню, как нам было страшно проходить мимо «киремети»: мы опасались даже говорить между собою, чтобы как-нибудь не проронить оскорбительного для «киремети» слова. Как-то невольно слово застывало на языке. Никит. Киремет место — место, где приносят жертву киреметю. N. Ĕлĕк чăвашсем киремет патне укçа пăрахнă, халь нухрат пăрахаççĕ. Акă вăл мĕшĕн: халь киремет ашшĕ вилнĕ, теççĕ, аслă ывăлĕ уйăрлса тухнă, вăталăхĕ салтак(р)а, кĕçĕнан ухмах, теççĕ; çавăнпа ăна халĕ, укçа вырăнне нухратпа улталаççĕ. Собр. Умма татас вăхăт çитиччен, киремет патне умма татса еçсе пăрахсан, киремете аçа çапса çунтарса ярать, теççĕ. Çапла тусан та тармасан, сысна пуçĕ кайса чикеççĕ, тет те, вара тарать, теççĕ. N. Вăл мăн чӳк тенине киремет ăшăнче тумаççĕ, пĕр таса çерем çине тухса парне кӳреççĕ. Шурăм-п. Кунта ĕлĕк киремет пулнă, тет. N. Вăл киремет тени — йăри-тавра йăвăç; çав йăвăçсан йăри-тавра карта тытнă, çав карта ăшне пĕтĕм ватă çынсен (так!) пуçтарăнса кĕл-тăваççĕ. И. Тахтала. Киреметре ан вăрçăр, унта вăрçакан вилет. Никит. Çав киреметре час-часах çынсене киремет тытать. Начерт. 104. «Киремет» и «киреллĕ», место чувашского богослужения. Бгтр. † Пирĕн ял çине пăхсассăн, Шупашкарăн туйăнат, çак ял çине пăхсассăн, киреметĕн туйăнать. Панкми. Чĕке ту киремет, Мăн киремет, Çĕн киремет. Чăвашсем 13. Чăвашсем, килте пĕр-пĕр çын чирлесен, юмăç патне каяççĕ те, вăл вăсене мĕн-те-пулин каласа ярат. Е пĕр-пĕр ыр сăмах калат (киремете), ырă сăмах каласан вара часрах тума хăтленеççĕ. Хăш киремете, вăл юмăç мĕнпе чӳклеме калат: пăтăпа-и, хур-кăвакалпа-и. Пăтă юсманпа ак çапла тăваççĕ: пилĕк тиркĕлĕх юсман тăваççĕ те, унтан пăтă пĕçереççĕ; пиçсен вара, кайса хăш ырăсем каманине чӳклеççĕ. Пырсан, пăттине юсманне лартат та, асăнат: е пĕсмĕлле, тав тăватăп, пуççапатăп, çырлах, мана хĕнне асапне ан пар, тесе. Хамăр айванлăхне пуççапса каçарттарма килтĕм, çырлах, ан пăрах, тет. Çак сан таврашăнта ытлашши сăмах калаçнă пулин те, вылянă-кулнă пулин те. Çырлах, тунă кĕллĕме хапăл ил, эпĕ хуранлă пăттăмпа, тиркĕлĕ юсманăмпа асăнатăп, витĕнетĕп, мана (чит. ман) айван кĕллине хапăл ил, эпĕ хам айванлăхăмпа йăнăшрăм, çырлах, тунă чӳкĕм-кĕллĕм вырăнлă пултăр, тет. Вара виç хут ӳксе пуççапат та, тата укçа хурат вара, миçе пус та пулин. Ун пек киреметсем пирĕн çĕрте пилĕк тĕлте. Ак ăçта: пĕрремĕш — Шăхран тулĕнчи ырсем, вăл варман хĕрринче, çырмара, Киштек хирĕпе хамăр хир хушшинче; иккĕмĕш — Киштекри ырсем теççĕ, вăл çирма ялта, вăрман хĕрринче; виççĕмĕш киремет вăрмантан пăртак аяккарах, унта ĕлĕк пит шултăра вăрман пулнă, пит вăйлă вăрман пулнă, çĕмĕрт пит нумай пулнă; анчах вăл киремет пит хаярччĕ, тет, вăл; унта никам та пырса кĕреймесчĕ, тет; вăл вăрмана вара уделни вăхăтĕнче кирпĕç тума кастарнă, тет; ăна кастарма килекен старшина вара пĕр уйăхранах вилнĕ, тет. Тата пĕр Киштек вырăсĕ çав киремет тĕлĕнчен иртсе пынă чух, ун тĕлне çитсен, мăшкăлласа, ларса сыснă, тет те, хăй вара пĕр эрнеренех вилнĕ, тет; пит усалччĕ тет, çав киремет. Çавăнпа унтан халĕ те пит хăраççĕ. Халь анчах йывăç сахал юлнă ĕнтĕ: саккăр-и, тăххăр-и анчах юлнă ĕнтĕ. Тăваттăмĕш киремет — Тарăнварта, вăл Салмалав хирĕпе хамăр хир хушшинче. Пиллĕкмĕш киремет — Хула ăшĕнче, Ахтапана кайнă çĕрте, çӳлĕ çыран хĕрринче. Тата тепĕр киремет Кăнна урлă, Таяпа енче, тĕме çинче; унта пĕр хурăн ларат халĕ. Çак киреметсем пурте пĕр пек мар: хăшĕ ытларах та хаяр, хăшĕ аплах мар, тет. Тата хир-йĕнче, Раккассипе Елшел хушшинче, пĕр киремет пур, тет, çавна çитес хаяр киремет çук (такого злого киреметя, как он, нет), тет, вара. Ун тĕлĕнчен иртсе кайнă чух калаçма та юрамаст, тет, кулма та юрамаст, тет. Вăл киремет вырăнĕ çултан инçе мар, çултан çĕр хăлаç анчах, тĕме çинче, таврашĕнче йывăçсем ӳснĕ, çавăн енне çавăрăнса пăхма та юрамаст, тет. Пĕлтĕр пирĕн ялсем улатимир Аçтап(п)анĕ Миххайла праçникĕнче Раккассине йыхрава кайнă. Унта вăл ĕçкеленĕ, каç пулсан тин тухнă, хăй ӳсĕр пулнă; çав киремет тĕлне çитсен, аташнă вара, аташса çаврăнкаласа çӳресе шат супнă вара. Унтан çав киремет тĕми çине пырса кĕнĕ те, унтах лашине тăварса, çуни çумне кăкарса, выртнă вара. Вăл, çывăрсан, пит усал тĕлĕк курнă вара. Тухнă, тет, салтак çарри, пурте пăшалпа, тет, унтан кăна та шурă кĕпе-йĕм тăхăнтарса пăшал парса, салтакла вылятнă, тет. Унтан ирхине, тул çутăлсан, киле тавăрăннă вара; киле тавăрăнсан, мĕн пулнине пурне те каласа кăтартнă вара. Унтан вара хăй пĕр эрнеренех чирленĕ те, тăватă уйăх асапланса(н), вилчĕ вара. Нимскер туса та мая килмерĕ. Хăй виличченех пĕтĕмпе çĕрсе кайнă. Сред. Юм. Кашни киреметĕн хăйăн хуçи пôр, теççĕ. Çав хуçин çитĕнсе хĕр качча кайсан, çав хĕрĕн ô киремете хăйпе пĕрле илсе каяс пôлать, тет; хăйне илсе каймасан, киремет темле чирпе те чирлеттерет, тет, çав хĕре. Чирлесе аптрасан, хĕр вара киремете хăйпе пĕрле илсе каять, тет; ăна илсе каяс пôлсан, ак çапла тăваççĕ, тет: пĕчик пӳкçни (= пукане) тăваç, тет, тôтăр таткисĕнчен чӳркекелесе те: çак пӳкенипе пĕрле киремет пытăр, тесе, хăй качча кайнă яла илсе кайса, орам варрине пăрахса хăварать. Вара çав пӳкени пăрахса хăварнă çĕрте киремет полать, тет; он хуçи вара çав пӳкени илсе пыраканнисĕм полаççĕ, тет. Çапла вара пĕр киреметрен икĕ киремет полать, тет: пĕри çав ĕлĕк полнă çĕрте, тепри пӳкенипе илсе кайнă çĕрте. КАЯ. Хăшĕ-хăшĕ чӳк хыççĕн (после моленья) киле кайма лай(ă)х мар, тесе, киреметсене кайса, укçа парахса кĕл-тусан, тин тавăрнаççĕ. М. Васильев № 3, 4. Çав хорама котне кайса янă çынна чăвашсем киремет тее пуçланă, киремет хăй çих полман-мĕн, онăн çемьи те полнă. Собр. Пуринчен ытла чăвашсем киремете пуççапаççĕ, ăна вăсем хурăнсенче, ăвăссенче, çеремсем çинче, е хурамасенче, юмансенче пурнать, теççĕ. Пĕр пĕр çын халсăр выртсассăн, часрах: е арăмĕ, е амăшĕ, е аппăшĕ, юмăç карчăкĕ патне чупса каять. Вăл пырсассăн, вара юмăç карчăкĕ хăйĕн пĕр тӳмме пек юмăç пăхмаллине енчĕкĕнчен туртса кăларат те, тути патне еçсе, тута тавра çавăркаласа: çав киремет тытман-и? ку киремет тытман-и? тесе, тӳммине ярать те, çиппе сулкалама тытăнать. Тӳмми сулкалансан: çав киремет тытнă, теççĕ; тӳмми сулкаланмасан: урăх киремет тытнă, теççĕ, вара тата пăхма тытăнаççĕ. Çапла вара юмăç пăхтарма пыракана суйса яраççĕ. Юмăç пăхтарса килсессĕн, киремете пăтăпа, юсманпа чӳклеççĕ. Шăматкун пасара пĕр икĕ пăт ыраш е сĕлĕ нухрат илсе парса яраççĕ. Килте вăл вăхăтра тайăн сăра тăваççĕ. Тайăн сăра тусассăн, пасартан нухрат исе килеççĕ те, пăтăпала, юсманпала киремете чӳклеççĕ; чӳкленĕ чухне юсманне пĕртак чĕпĕтсе илеççĕ те, нухратпа пĕрле уя, ăçта киремет пур, çав вырăна, пăрахаççĕ. Вырсарникун çитсессĕн, ир ирех киремет сăрине, ĕстел çине çăкăр хурса, чӳклеççĕ те, пĕрне часавай патне турра çурта лартма яраççĕ. Часавай патне çитсе, кулач исе чӳклесен, пĕр татăк киремете: çытăр, тесе, пăрахаççĕ. Çав пăрахнă кулача пĕр-пĕр ула-курак е çăхан çисассăн, киремет çиленет, теççĕ. Кайран тата халсăр выртсассăн, тата тӳрлетеççĕ. Ib. Чăвашсем киремете туррăн шăллĕ (в ориг. «шăлĕ») теççĕ. Т. VI. 54. Тата ĕçленĕ чухне те: вăрçса те ятлаçса çӳретпĕр пулĕ, киреметсем, çырлахăр, тет, турамăшĕ! НАК. Сырлан киремечĕ, Хура-Кĕсрери киремет, Саланчăкри киремет, тăлăп ăшĕнчи киремет! Пурăр та çырлахăр, пиртен урăх ан ыйтăр; кама мĕн кирли аçăвăртан ыйтар (см. ,,сĕмĕле»), эпир ăна сирĕ(н) тӳпĕре те патăмăр (дали и на вашу долю). БАБ. Ахаль те пирĕн хирте киремет нуммай, мĕн пурĕ пилĕк киремет: Аслă киремет, Кĕçĕн киремет, Пулат киремечĕ, Явка ялĕ, пиллĕкĕмĕшĕ — çичĕ çырма пуçĕ. Ib. Вăл аннен ала тымарне тытрĕ те, калама пуçларĕ: а! сире тăшман киремет ячĕпе пăсса пĕтернĕ. Янш.-Норв. Йĕкĕр-чуллă, аçаллă-амаллă киремет! Карăш пурчĕ (чит. пурчĕ?) киремет, уй пуçĕ киремет, Алăк умĕ киремет, Кивĕ-çурчĕ киремет! пурăр та çырлахар, пиртен ытлашшине ан ыйтăр, мĕн кирлине аçăвăртан ыйтар, эпир ăна сирĕн валли те патăмăр. (Уй чук туни; молитва к киреметям). ЧС. Кăна, сирĕн ĕнене, киремет тытнă; пĕр кавакал памасăр çырлахас çук, тенĕ (сказала старуха-йомзя), N. Вăл туррине те, киреметне те ĕненмест. N. Киремет тытрĕ: алă-ура чист хутланса кĕчĕ (киремет прогневался и послал болезнь). Нюш-к. Вырăслайра пĕлтĕр пăру кĕтӳçне, пĕчик ачана, машшин курăннă, тет. Шуркут Ярмулли (ватă çын) уна илтсен: киремет вырăн шырать пуль, тет. Çавах мана кĕлел тавра иртнĕ çăвла ут кĕтӳ кĕтнĕ чух... (здесь пропуск). Халь киремет пĕр çынна та тытнине каламаççĕ çак, тесен ак çапла каларĕ: халĕ киремет йăвашланчĕ, ĕлĕк питĕ хаярччĕ; эпĕ унтан 2 сум вунă пус парса (пăрахса) аран хăтăлтăм, арăм чут вилсе каятьчĕ. М. Васильев. Киремет тесе, çынна тытса хутлакан турра (так!) каланă. Вăл пит усал пулнă; ăна, тул çăнăхĕнчен сар çупа çăрса, юсман туса панă. Шурăм-п. Атте мана шăппăн каларĕ: ку киремет мар, ку арçури; киремет вăл куçа курăнмаст (терĕ). N. Киремете парнене кӳрекен выльăхсем: хур, путек, така, вăкăр, тына тăваççĕ (приносят в жертву), урăх пĕр япала та тумаççĕ. Чхейп. Вара сымар выртакан çынĕ чĕрĕлсен: киреметсем çырла(х)хăрçĕ ĕнтĕ, тесе хĕпĕртенĕ; сымар çын çаплах чĕрĕлмесен, киреметсене тата ытларах тăрăшса тăва пуçланă. Татах сымар çын чĕрĕлмесен, каланă вара: çук, пирĕн киреметсене кам-та-пулсан пирĕн çиран (на нас) елеклерĕçĕ пуль, тенĕ, çавăнпа çырлахмаççĕ пире киреметсем, тенĕ. Курм. Киремете валли: пашалу, вĕтĕ йăва, пăтă пĕçерсе, турăшсене кутăн тăрса, алăк янаххисем çине, çтенасем çине, йĕркипе, çуртасем çутса, чăркуçланса ларса, пуçĕсене чиксе, темĕскер пăшăлтатса кĕл-тăватчĕç. Ib. Пирĕн аттесем киреметсене салат, хăмла, çпичкă, тата укçа пăрахатчĕç: на сана, киремет, сăра туса, ĕç-çи, савăн; малашне пире ан тив, тетчĕç. Байг. Тата манăн аттепе анне тĕрĕс чăн тĕнпе пурăннă: тĕрлĕрен киремете, хĕрт-сурта чӳк туман, тата юмăç патне те ăс ыйтма çӳремен. Ст. Чек. Киремет вăл аван улталанă, шур сухаллă старик пулса, çынсене курăнса вăл каланă: эсĕр мана çапла-çапла асăнсассăн, хĕн-хур ямăп, тенĕ; чир-чĕр ямăп, тенĕ, выльăх-чĕрлĕх-хĕре айăп тумăп, тенĕ; асăнмасан, хур туса пĕтерĕп, тенĕ. Иванова. Пирĕн ялти тĕне кĕмен чăвашсем: питĕ усал киремет, тесе, çаксене шутлаççĕ: Хăмăл ятлă киремете, çиçтĕпе, тата ял вĕçĕнчи пĕр пысăк хыра. Сюгал-Яуш. Ĕлĕк киремечĕ хут пĕлнĕ. Хут пĕлнĕ те, ăна нимĕнпе те улталайман, укçах (так!) парсах пынă. Вăл аччи-пăччисене (так!) хут вĕрентмен. Çавăн пирки, хĕç тимĕртен касса, тенкĕ пек туса пăрахсах улталаççĕ. Шинар-б. Пирĕн хамăр патра пĕр çыран хĕринче пĕр çӳлĕ ту пур, унта пурте: киремет пур, тесе, пуççапнă, укçасем пăрахнă. Халĕ ĕнтĕ пирĕн вăл киремет сăрчĕсене сухаласа пĕтерчĕç. Ăна пурте сухапама хăранă. Виçе кассинче пĕр Иван Гаврилыч ятлă çын пулнă, вăл вара çав киремет сăрчĕсене, йӳнĕ хакпа илсе, акса пурăннă. Çапла вара пирĕн патра киреметсене пĕтернĕ. Собр. Киремете вĕсем турăран те аслă, теççĕ. Чирлесен, ăна: е хур, е кăвакал памалла, теççĕ; хур та, кăвакал та памасан, вăл вилет, теççĕ, мĕшĕн тесен ăна киремет: нуммай вăхăт иртернĕ, тесе, вĕлерет, теççĕ. Юрк. † Çӳлĕ ту çинчи киремет, начарланнă шеремет; шурă такапа чӳк тусан, самайланнă киремет. Çĕнĕ ялсенĕн хĕрĕсем начарланнă шеремет, Кивĕ-ялăн каччисем, чуп-тусан, самайланнă шеремет. КАЯ. Çавăрăнсан-çавăрăнсан (хлеб при гадании), хай мăн килемей аннене укçа çине кăтартса каларĕ: пăх, кин, пăх, тулĕк сан куçа те курнать тем, укçа çине пĕр пĕчĕк улпут сиксе тухрĕ. Вăл улпут Сурăм киремеч ывăлĕ. Унăн çăварĕ кĕмĕл, чĕлхи ылттăн, кĕçĕн чĕлхи (uvula) пăхăр; вăл икĕ чĕлхе ак мĕн калать: Апрам таврашĕ (пирĕн йăх ячĕ) ĕлĕк ман асаттене, вырăсла пулнă чух, пĕр тиха паман, халь çавăншăн ачине урнă йăтă туллаттартăм, ун ачи урса вилĕ!.. НТЧ. Хĕрлĕ çыр киреметĕнчен... N. Кайри (киремет?). N. Киремет пӳрчĕн никĕсĕ. См. Шĕнер киремечĕ, Рекеев III, 5, Магн. М. 121. || Приносимое в жертву киремети. Макка 53. Пирĕн ял патĕнчех хурăн çул пур, çав хурăн çул çинче киремет прахаççĕ. || Бранное обзывание. Ст. Чек. Ку киремет ста карĕ? Куда это он поехал? || Назв. местностей. НАК. Пĕрре кайăк хыççăн Хура Кĕсрери киреметре çӳренĕ чух, кӳлĕре пĕр кăвакал куртăм. Елаур. Киремет. Вăл Маликасси хыçĕнче, çӳлĕ ту айĕнче. Ĕлĕк унта киремете чӳк тунă. Унта малтан сĕм-тĕттĕм вăрман пулнă. Бел. Гора, Ст. Ганьк. Киремет, назв. урочища. Янших. Б. Пирĕн ял укăлчи тулашĕнче виçĕ хырă йывăççи пур. Çав хырăсем патĕнче ĕлĕк суя тĕнлĕ çынсем ку киремете пуççапнă, çавăнпа вăл вырăна Киремет, тенĕ. || Назв. оврага (тип çырма) около д. Дуваневой, б. Буинск. у. («унта ĕлĕк учук тăваччĕç»). || Назв. горы около д. В. Байгуловой, Козлов. р. Эпитеты «выртакан», «выртан», встречающиеся в названиях духов, повидимому, также свидетельствуют о том, что культ киреметей возник у чуваш из почитания умерших, слившегося впоследствии с культом мусульманских святых, на что указывают и сл. киремет, мăчавăр, мамале. См. Оп. иссл. чув. синт. II, 270.

кирик

то же, что кирек. Ст. Яха-к. Ĕнтĕ эпĕ паян хутте кирик кам килсен те, килтен тухассăм çук. Ib. Кирик ăçтан та. Аттик. Кирик мĕнле.

кирли

как и следовало ожидать; естественно (конечно). Юрк. Пасарти çынсем хутлăхĕнче çӳренĕ чухне пĕр чыкан арăмĕ, кăна курсан, хăй упăшки-тĕр тесе, пĕлсе, кирли, ун хыçĕнчен хыпаланса ута пуçлат. Халапсем. Вĕсене хирĕç ку та: сурăх ашне пĕçерме вутă çитмерĕ, эпĕ çавăнпа сирĕн тумтирĕрсене хуран айне хурса çунтарса пĕтертĕм, тет. Лешсем, кирли, йĕре пуçлаççĕ. N. Шыв арманĕнчен тинкĕле çăнăхĕ авăртса таврăннă чухне, пĕр вак курса, кирли, çав вакра тинкĕле юрма тытĕнчĕç, тет. Собр. † Шурă курница чул кăмака, кирлĕ марччĕ, кирли, сăрлама; çаккăн чухлĕ ырă çын умĕнче кирлĕ марччĕ, кирли, юрлама. АПП. † Сирĕн пек лайăх çын умĕнче кирлĕ марччĕ, кирли (вар. пире), юрлама.

киçип

то же, что киççип? Бугульм. † Шурă киçипрен шурă пир эпĕ кăнтартăм; кăнтартăм та, куçран кăлартăм.

киттайлантар

окитаивать. N. Вырăслантарас, тутарлантарас, çармăслантарас, киттайлантарас, тени мĕне пĕлтернине эпĕ халĕ ăнланатăп.

кичем

(к’иџ̌эм, киζ’эм в Пшкрт. киџӓм), скучно; неприятно, горько. конфузно, жутко, дико, странно. N. Уйăрăлса каясси ăна пит кичем пулнă. Расставаться ему было горько. Юрк. Кăмăлăма тепле кичем, хама хам нимĕн тума пĕлместĕп. Стюх. Кичем — неприятный. Ib. Кичем пăхать. Смотрит антипатично, неприветливо. Хурамал. Кичем туйăнчĕ — лайăх пулмерĕ. Баран. 6. Кичем вăхăт çитсе пырать; ноябĕр уйăхĕ çитсе килет. N. † Çак пӳртре мĕн кичем? (Кĕл кичем). Пшкрт. Эп вăлсам пӧртне кĕместĕп, вăлсамăн пӧрчĕ (чэ̆) кичем (в ней мертво, неприятно). Ib. Кичем çын, мрачный, недобрый человек, неприятный по виду. Юрк. Тепле пăхса тăма та куçа кичем туйăнат. Букв. 1886. Эпĕ нимĕн чĕнейместĕп, кичем (= горько?) пек пулчĕ, йĕтĕм-ятăм. Альш. Килте ырă пулманни кичем пек туйăнат, чуна хуçат (болит душа). Тюрл. † Ай хай, маллахай, сӳсмен пăяв суллахай! Матка çукки кичем пек, матка пурри самаях. Сред. Юм. Ват çын пĕчик ача пик сăмахлани кичем пик туйнать. N. Унăн сăмахĕнчен кичеме ӳкесси çук (не будут недоверчивы) Ск. и пред. 107. Ылттăн хĕвел тӳперен сăрт хыçнĕ анса ларсан, тĕнче хăйне кичемрен тĕтрене карса ярсан... N. Пĕтĕм çын уйра ĕçленĕ чухне ялта пĕччен ларма питĕ кичем («скучно, жутко»). Шел. 138. Упăте пырса çавă хăвăлăн (дуплистой колоды) икĕ пуçне те çаврăнса пăхса: ха, кичем, кичем! Халĕ пĕр кичем, кун пек ик кутлă çын та пулĕ мĕн? тесе, тĕлĕнсе, аллисемпеле икĕ пĕççине шарт! шарт! çупрĕ, тет. Никит. Пĕтĕм тӳресем вăтанса хĕрелсе кайрĕç; вĕсем, кичем пек пулса, пĕр шарламасăр ларчĕç. N. Кичем пек пул, обижаться. Хурамал. Мана кунта пурăнма кичем (скучно, сиротливо, стеснительно). Чуратч.-Ц. Карачăмăн пĕччен выллямасăр тăни кичем пулнă курнат. Янтик. Ытла кичем унта пĕччен ларма (скучно и жутко). Орау. Ай-яй-яй! Арман хуçи кукаçи, арăм çук та, кичем пек. (Говорится так себе, когда нечего больше говорить). КС. Пӳртре пĕччен ларма кичем (скучно). Ib. Пĕччен ларма ним кичем. Ib. Çакă пӳртре ним кичем. Е. Орлова. Кичем — скучно. Н. Уз. Пĕччен пурăнасси пĕр кичем (скучно и пр.). Кан. Кичем ан пултăр, тесен, «Капкăн» илмелле.

ку

ко (ку, ко), этот. Моркар. Ах, салтак тос, мĕн ко сан?! Чăв. й. пур, 21. Ытти арăмсене каланă: ку тырра (этот хлеб) кăсем епле выраççĕ-ши? Тогаево. Эй сăват! ста искаян (= илсе каян) эсĕ ко кошака? тет. СТИК. Ку купăса эсĕ мĕшĕн хĕлĕх хуман? Почему ты не натянул струн на эту скрипку? Ib. Ку çын пуласла мар. Из него не выйдет порядочного человека. Альш. Ку икĕ сăмах пĕрех килеймеççĕ, сăмахпа сăмахăн уйрăмĕ пур. Ст. Чек. Ку сăмаха ниçта хума та çук. Нимĕне те килмес ку сăмах (не употребляется). Самар. Кам ку? тесе ыйтат. Регули 331. Вăл тарçă; ку арман; ку çăнăх; ку манăн. Ib. 78. Ку кĕпере тăвас. Орау. Ку мĕн (показывая кулак?) Ответ может быть: — «Чăмăр». Çак мĕн? (показывая кулак и спрашивая, что в нем зажато). Сред. Юм. Ко тавара эсĕ таçта çӳресен те контан йӳне (дешевле этого) илейместĕн. Эльбарус. Анчах ĕсенкĕсен ывăлĕ, охмах пиркипе, çта пынă онта, çынсене хăй антрипе тĕлĕнтерсе çӳренĕ. Изамб. Т. Ма вĕрет (лает) ку? тетпĕр. Бюрганский. Эпĕ сантан пĕр сăмах ыйтас тенĕччĕ: ку вилсессĕн, эпĕ хам упăшкамма (так!), Иакова (так!), курăп-ши? || В качестве указ. частицы. К.-Кушки. Ку кам килет? Кто это идет? Ib. Ку мĕн çунат? Чте это горит? Ib. Ку шывне, витрене (чӳлмеке) тултарса лартăр. Воду-то налейте в ведро (в горшок). Альш. Санăн карчăку ытла хăрушă чирленĕ ку. Изамб. Т. Ах турă! ку çумăр пулманни! Пĕтĕм тырă типсе кайрĕ. Ib. Ку ăна çав арăмне хĕненишĕн турă тавăрчĕ. N. Чиперех урампа пыраттăмччĕ ку, кĕç таçта трупасампа кăçкăрта пуçларĕç. Иду я по улице, и слышу — трубят.

ку каюçăн

в это хождение, в эту поездку. Толст. Ку каюçăн (в этот раз), эпĕ вăрман тарăх нумайччен чупса çӳрерĕм.

кукăр

кокăр (кугы̆р, когы̆р), кривой. N. Пĕр пĕчĕк кукăрскер пĕтĕм хире çĕмĕрет. (Çурла) || Кривизна. Собр. Хăваран кӳме автартăм, хыçне кукăр юлминччĕ. ЧП. Кукăр кутлă шурă хурăн çул кукăрĕпе çавăрăнат. || Альш. † Кайăк хурсем каяççĕ картипе (вар. кайăк хурсем килет картипе), кукăртан кукăра шыраса. || Угол (в избе). Никит. † Тĕпелти кукăрта ларакан мĕн сыхласа ларат-ши? — çуллă çăмарта сыхласа. || Отдельная часть селения. N. Хамăр кукăрсене кукрипех салам яратăп. Цив. † Пирĕн ял кукри виç кукăр, виç кукри те çаранлăх. || Закоулок? Пазух. Пăр пуянăн лутра хĕрне сыхларăмăр кукăрта. Ib. Çăварни кукри — çич кукăр, кукăрсерен сарă хĕр. || Поворот, излучина (реки и т. п.). Тим. † Çарăмсенĕн (речка) кукри çичĕ кукăр, çиччĕ çаврăнасси час пулмĕ. Пазух. Акăш кӳлĕсенче пулать, кукăр шывсенче пулат. Янш.-Норв. Эпĕ шыв хĕрне çитсессĕн, пĕр пысăкрах кукăра кĕрсе: çакăнта кăвакал таврашĕ çук-и-ха? тесе, çавăрăнса пăхрăм (посмотрел вокруг). ЧП. Кĕçĕнех те çырма виç кукăр. || В перен. зн. N. Харпăр хăй ĕçĕмĕре тĕрĕслер, никама та кукăр ан курар. Альш. Унтан-кунтан кукăр курат (критикует, осуждает). Истор. Шуйский хăй ĕмĕрĕнче кукăр çулпа нумай çӳренĕ. Сред. Юм. Ман сăмаха кукăр ан кур, Не поправляй моих слов! Ib. Тем кокри пор (говорят про человека, если он сердится). N. Пирĕн пĕр кокăр порччĕ, она тӳрлетрĕç-ши? || Срединный брусок телеги, соединяющий две ее подушки. К.-Кушки. Урапа кукăрĕ (кукăри). Сред. Юм. Орапа кокри тесе, орапа пĕккисĕн айĕнчен тăрăх ярса кайри тĕнĕлпе орапа потошки витĕр кăларакан кокăр патакка калаççĕ.

кукки

кокки (кукки, кокки Курм.: коккы), брат моей матери. Торх. См. кукка. || Сред. Юм. Асанне пичĕшĕ те, шăлнĕ те, хăвăнтан аслă полсан — кокки, ăсĕн арăмĕсĕм — инке. || Бгтр. † Айванушки, чумушки, пирĕн кукки сак айĕнче! || В. Олг. Сын старшей сестры человека зовет его и его сыновей «кокки», а тот его — «шăллăм». || Сын моего дяди по матери, родившийся раньше меня. Моргуши. Эпĕ коккии хамран аслă ывăлĕсене Михали кокки, Митри кокки тетĕп. || Почтительное обращение к старшему?

кукли

(кукл’и), пирог. См. кокăль, коккăль. N. Яр, старик, яр, эпĕ сана кукли те çăмах авăртакан арман парăп! тет. Вомбу-к. Кăмпа кокли, пирог с грибами.

кул

(кул), кол, смеяться; насмехаться, издеваться. Ст. Чек. Эпир кулатпăр та, вăл та кулат; çынсем кулсассăн аяккинчен тĕрт, тесе калаччĕ, тет. Альш. † Эй тăвансем, чунăмсем! Тапайăр та сикейĕр, выляйăр та кулайăр. Ст. Айб. † Вĕсем кулнипе, чăтаймасăр эпĕ те кул-яр (возьми да и рассмейся). Юрк. † Хура вăрман хĕрри хурамалăх, авмасăрах авăнса тăрат-çке: ай-хай, милай, савнă сарă хĕр, кулмасăрах кулса тăрат-çке. Ib. Кайран хăйсенчен хăйсем каçса кайса кулаççĕ. N. Эпĕр ӳксе колтăмăр. Мы смеялись до упаду. Шорк. Малтан манпала чиперех калаçатчĕ; пăртак тăрсан пăхатăп — вăл эп ĕçленинчен кула тăрать. Сначала он говорил со мной хорошо, потом смотрю — оказывается, он смеется, смотря как я работаю. («Выражается недоумение по поводу данного факта, неожиданность»). Янтик. † Кăпăрт-кăпăрт пусмашкăн, хăма çинче мар эпир; пиртен кулса лармашкăн, хĕрпе каччă мар эпир. Шурăм-п. Кулин култăр, тетĕп, ăна мĕн пăхатăн, ухмах çеç çынтан кулать. N. Çук, тетĕп, эсир чăваша лайăх пĕлместĕр, ахаль кулса иртерсе калатăр, тетĕп вырăса. Ск. и пред. 14. Хĕвел кулса çутатать, çулнă ута типĕтет. Тораево. Улпут: çав пупран кулмали (повод к смеху) туп-ха, тесе каларĕ, тет, Сохрона. Регули 750. Колмаллаччĕ каласа кăтартнă чох. Ib. 749. Колмалла, лепле каласа кăтартрĕ! Сред. Юм. Кам пит алхастарнă çавсĕне, кĕçĕр çĕрĕпе те çывра пĕлмеççĕ. (Колмалла япала каласа парсан калаççĕ). Толст. Ăна кулма анчах çырнă-и-тен? (на смех). Орау. Апла тусан; аван мар. — Пулин (пусть), кулма аван мар-и? Ib. † Хăнасем илтмеççĕ, кулаймаççĕ ĕнтĕ. N. Çынтан кулакан çын ыр çын мар, теççĕ. (Послов.).

кулă

колă, кул, смех; насмешник; посмешище; добыча. N. Спектаккăль вăхăтĕнче пурте кулăпа антăхнă. N. Кулă мар, ачасем, чăннипех каласа парăр-ха. Я говорю это серьезно; пожалуйста, объясните мне, в чем дело. ТХКА 7. Кулă мар вĕт вăл, ачасене амантнă пулсан, тет анне. Ала 31. † Атти улĕ виççĕччĕ, виç ул кулли эп пултăм. (Солд. п.). Юрк. Чăваш ячĕ ытти çынсемшĕн кулă пула пуçланă. Ib. † Пилĕкри пиçиххи, кăвак пиçиххи, Чул-хулана çитсессĕн, сутăç кулли пулат пулĕ. Янорс. Кушака кул, шăшие йĕр, теççĕ ваттисем. N. Корак-чакак колли полчĕ. Çĕнтерчĕ 16 Ib. Санăн куллу тăвас çук! N. † Ай, хăтаçăм (ятне кала)! Ан мухтансам хĕрĕпе, каччă кулли пулайĕ. Б. Хирлепы. † Кашкăр кулли ан тăвăр (в добычу волку не отдавайте). АПП. † Кĕске сăхман тăхăнас мар, усламçăсем кулли пулса çӳрес мар. Орау. Атте-анне пур çинчен çын куллиех пулмăп-ха. N. Хурт-кăпшанкă кулли пулать. ЙФН. Хĕр кĕлетки пек кĕлеткемччĕ, салтак шенел кулли пулчĕ (досталась на посмеяние солдатской шинели). Собр. Кулă пите çыпăçать, теççĕ. (Послов.). Шибач. † Шĕшкĕ лартрăм, сат турăм, мыри (= мăйрĕ) полчĕ шоп-шорă, хĕрсем колли вăл полчĕ. НС. Эпĕ, алăк патне пĕре пăхсан, хăраса каятăп, тепре пăхатăп та, кулла та чармалла мар. Чураль-к. † Умлуççи лартрăм, сат турăм, умли пулчĕ шап-шурă, татимарăм — каç пулчĕ, ачасем кулли вăл пулчĕ. Шĕшкĕ лартрăм, сат турăм, татимарăм — каç пулчĕ, сар хĕрсем кулли вăл пулчĕ. N. Каçхи ĕç — ир кулли, теççĕ. (Послов.) Сиктер. Калмаксем, чăваш хĕрне вăрласа, Атăлпа пынă чух, шăп (как раз) Атăл варрине çитсен, хĕрĕ: калмăк кулли пуличчен, Атăл кулли пулаяс! тесе, йĕрсе пĕтерчĕ, тет те Атăла сике пачĕ, тет. Шел. З9. Ку тĕслĕ те пулĕ-мĕн тĕнче кулли пурăнăç! N. Ял-йыш кулли ан пул. || Трхбл. Кулă! Смешно!

куллен

(кул’л’эн’), тихо. См. хуллен. КАЯ. Пӳртекӳне кĕрсен, эпĕ малтан, пӳрте кĕме хăраса, алăк патне куллен пытăн та, шăпăрт шарламасăр пӳрт алĕк (= алăкĕ) çурăкĕнчен пăхрăм. Ib. Эпĕр: атьăр! терĕммĕр (siс!) те, ыталанса, хамăр пĕлнĕ юрра юрласа, куллен харăсăн утса хăпарма тытăнтăмăр. Изамб. Т. Куллен ташла. Пляши тише.

кума

(кума), 'кома' (кома), кум; кума. В. Олг. Он куми, сан кума. Панклеи. Пичи! атти ача топать! (отец родить собирается). Айда кума полма! Чаду-к. Сана кума пулма чĕнсе карĕç. N. Çак ачасене тĕне кӳртесшĕн те эпĕ, кума пулмарĕ-ха (крестного не могу найти). N. Кумине перн (= пирĕн) хорăнташа ан туйăр ан (тăвăр). N. Итле-ха, кума! Слушай-ка кум! (Так сказала старуха крестному своих детей). Кан. 1928, № 215. Харитун Рак Хветĕрĕнне кăçал кума пулчĕ. N. Ачине çоратсан та, кумине кама тумала? Пир. Ял. 1928, № 46. Нумай пулмасть, чиркĕвĕ кайса, пĕр çынăнне кума пулнă (стал кумом). N. Хăйсен ялĕнчи çынăнне, чиркĕве кĕрсе, кума (т. е. кум) пулать.

кун

кон (кун, кон), день. Б. 13. Пĕр-кун каяс тесессĕн, çичĕ кунлăх çăкăр ил, теççĕ. Хурамал. Кунтан кун ырри пар, çĕртен çĕр ырри пар. Пшкрт: ыр ҕон п̚олды̆р! (Говорят при входе в дом). Чуратч. Ц. Ваçкă: виçĕ куна сăрук пар (дай три дня сроку), тесе, каларĕ, тет. Шугур. Ватман кун та иртмесчĕ. Не проходило дня, чтобы не били. Ивановка. Вара уччиттĕл ман ята ыйтса çырчĕ те, çав кунех (в этот же день) молебĕн тунă çĕре пыма хушса, тухса кайрĕ. Чист. Праçник виç кун тесен (за три дня до п.), хатĕрленме тытăнаççĕ. СПВВ. Тепĕр кунчех (вместо «тепĕр кунах»); тепĕр кунче, тепĕр кун, тепĕр кунхине. Ib. Çапла туман кун иртмен. N. Хăш кун хăш-хăш çыннăн килĕшнĕ кунĕ пулат: юмăç калат: сан çав кун телейлĕ, çав кун телейсĕр, тет. Холера 2. Пĕрре касса пилĕк кун иртсен. Через 5 дней после первой прививки. Ала 9З°. Икĕ кун иртсессĕн, виçĕ кун çине кайсассăн, çавă кайранхи ама çори амăшин хĕрĕ пĕр татăк çăкăр ыттисем куриччен (тайком от других) панă. Моркар. Тата пĕр виç кон тапак пураккинче осранă полсан, Есрелĕ вилеччĕ, паян кон та пĕр çын вилмесчĕ. Собр. Юнкун, эрнекун, шамăткун — çăмăл кун, теççĕ. Якейк. Çоха тума, утă çолма тыр вырма тунтикон е йонкон тохаççĕ; ытти консам тохсах каймаççĕ. Кĕтӳ те тунтиконпа йонкон кăлараççĕ. Регули 1207. Ик кон иртсен, кил. Приходи через 2 дня. Альш. † Уйăх тури (= турĕ-и), кун (солнце?) тури, саланас кун тин тури. Саланас кун тăвиччен, пухăнас кун тăвас-мĕн. Пазух. Ăмăрт-кайăк вĕçет шыв тăрăх, çамрăк ĕмĕр иртет кун тăрăх. Скотолеч. 12. Ăна (это) кунне виççĕ (трижды) памалла. N. 9 кон вăрçă тăрчă, 9 коншăнче нимĕч кайăлла чакрĕ. N. Покрав кон (-к̚он) киле çитрĕм. Орау. Пĕр кун урлă, пĕр кун урлă (через день) киче-киле каятьчĕ. Ib. Виç кунтан (через каждые три дня) хурал тăраççĕ. Менча Ч. Пĕр-пĕр пушă кунĕ, е праçник кунĕ (в свободное время, или в праздник). ЧС. Çав кун (при погребении) пит ăшăччĕ, çавăнпа пирĕн аттене (умершего); аван çын, терĕç. Кун усал пулсан: усал çын вилнĕ пулĕ, теççĕ. Ib. Сĕрен кунĕ ачасем ирех хатĕрленеççĕ. Кан. Июнĕн 12-мĕш кунĕсенелле (приблизительно около 12 июня) хăмла пахчисене симĕс хурт ерчĕ. N. Уяр кунсам ероплансам кураппăр. N. Вăрмана кайсан, кашни кунах куратпăр эпĕр ăна. К.-Кушки. Вăл вилес кун ыран тесен, Чĕмпĕре тухса кайрăм. Я выехал накануне его смерти в Симбирск. ЧС . Вара вăл куна кунĕпех ĕçсе çирĕç. N. Пĕр кунтан тепĕр куна хăварса ан пыр. Не откладывай дела в долгий ящик. Карсун. Эпĕ ялта пурăннă чухне, хир ӳчӳкĕ тепĕр кунĕ тесен (накануне полевого моленья), мана асанне каларĕ... В. Олг. При входе в дом (в будни обыкн.) говорят: «Манăн килес, ыр кон полтар!» Отвечают: «Килех конталла, торă полăштăр! Юрк. Çăв уйăхийĕн пилĕккĕш хунĕнче (5-го мая). N. Çапла вăл ана çинче ирхи куна каçчен пуçтарса çӳренĕ (колосья). N. Пĕр кунччен, икĕ кунччен хăй тайăнĕпе макăр уншăн (об умершем). Юрк. Авă çав тĕпне пирĕн чăвашсем çак куна çитернĕ. Ib. Хĕлле кун таврăнат, çула çĕр. N. Вăл ĕç пулни ĕнтĕ паян виççĕмĕш кун. Регули 391. Ик контан холара полăп. Орау. Кунĕсем пăрмаях вăрăмланса пыраççĕ. N. † Атте-анне пире тупман пулсан, ăçтачĕ пире çутă кун. Ашшĕ-амăшне. Ак калаç ĕнтĕ пĕр иртсе кайнă япала çинчен. Иртнĕ кунăн çутти çук. Пазух. Вăрăмах ĕмĕре, кĕске куна, ырлăхпа иртерсе ярар-и? Ст. Яха-к. Çынсем мункун тепĕр кунне те ĕлĕкхи кун (накануне) пекех, ирех килĕнче апатсем çикаласан, пĕлĕштантăшĕсемпе пухăнса сăра ĕçме пуçлаççĕ. N. Пасар контанпа (со дня базара). Çутт. 153. Систермесĕр, тăхтамасăр иртрĕç карĕç çу кунсем, йăвăçсенĕн пĕр чăрлавсăр вĕçрĕç-пĕтрĕç çулçисем. Кан. Ах, те кунĕ килĕшмерĕ! — Характеристику дней недели см. Магн. М. 23, 21. || Погода. N. Кун (çанталăк) ăшăтса карĕ, кун сивĕтсе карĕ. Хурамал. Тĕлĕкре пулă курсан, кун сивĕтет, теççĕ. Юрк. Хĕвел хĕрелсе тухсан, кун пăсăлат. Сред. Юм. Ко яхăнта пĕр те латлă кон полмарĕ. На этих днях хорошей погоды всё не было. Ib. Акнă чохне кон килĕшнĕ. (Пĕр тĕрлĕ тыр ытти çынсĕн аван полсан, пĕрин начар полсан, çапла калаççĕ). Изамб. Т. Эпир тухнă чухне кун аванччĕ. Эпир Елчĕк патне çитерехпе тăман туха пуçларĕ. Ib. Кун ларат. Погода проясняется. N. Эх, паян кун лайăх-çке! N. Ма каяс мар вăрмана, çурхи кунта савăнма? Орау. Çакăн пек кун эпĕр ĕлĕк çичĕ хут шыва кĕнĕ. || В некот. установившихся выражениях афф. З л. в этом сл. опускается: раштав кон, в д. рожд..; мăнкон кон, в первый д. п. || Время. N. Паян анчах мар, кун пур халь! Алла кĕрĕн (попадешься в руки) хăçан-та-пулсан! N. Эсĕ пулăшнипе çакă куна çитиччен аван пурăнтăм. N. † Çаранлăха çул хыврăм çулахи кун çӳреме. N. Ку куна çитрĕм ĕнтĕ, çапах та пĕр сасă-чĕвĕ те çук ун çинчен. Б. Олг. † Тавай каяс, киле каяс, ирхи кона каç турăмăр (= уже вечер) Тим-к. Çак ачан кĕтӳ пăхнă чух нимпе те кун иртермелле мар, тет (скучал, не зная, как провести время). N. Кирлĕ кунта эп те кирлĕ пулăп (когда нибудь и я пригожусь), тесе, калат, тет. || Жизнь, течение жизни. Т. IV. Эрнекун вилнĕ çынна: кунĕ пĕтсе вилнĕ, теççĕ. Изамб. Т. Кунĕ пĕтнĕ пуль çав. БАБ. Усалшăн та кун иртет, ырăшăн та иртет. N. Ыр кон корас. Альш. Çĕмĕрт пиçсен вара кун (наступает веселое житье) Елшелсен. СПВВ. Х. Çамрăк кунтан кун малалла, ватă кунтан кун каялла. (Послов.). N. † Аттĕ панче ырлăх нăмай, кун сахал. Ск. и пред. 5. Каях, каях, йӳтетмĕш, курăн-çке ху кунна! Ст. Чек. Унăн кунĕ те кунта-кăна. 1. Единственно только здесь может он жить. 2. Он только здесь и бывает. (Слово «кунĕ» употреблено здесь в смысле «жизнь»). Ст. Ганьк. Ыр кун пар, ырă çул пар. N. Пӳлĕх суса панă кун пĕтмесен, уйрăлаймăп, тăван, эп сиртен. || Счастье. N. † И, ялăмăр, ялăмăр, ялта пирĕн кунăмăр. Эпир ялтан тухса кайсан, ăçта ырă курăпăр? (Солд. п ). Альш. † Атте анне пиллĕх çитсессĕн, турăпа пӳлĕх пире кун парĕ. || Участь. Судьба. Мошков. † Пире атте-анне çуратнă ăрăскалсем пĕтнĕ вăхăтра, çавăнпалан çак кунсене куратпăр. Ib. † Эпир пĕр каятпăр пит аякка, пирĕн кунсем туртат килелле. N. Эпĕ ырă кон корас çок. N. Çакă куна (горе еtс) курассăн туйăниастьчĕ. Баран. 122. Çапах та çак куна куракан йывăç сахал. Однако лишь немногие деревья подвергаются этой участи.

кунĕ-кунĕпе

(-н’э̆бэ), целыми днями, по целым дням. N. Кунĕ-кунĕпе çăкăр çимен, çĕрле çĕрĕ-çĕрĕпе ывăлĕшĕн енĕ. Букв. 1904. Эпĕ кунĕ кунĕпе çавăнпа выляса анчах ирттереттĕм. СТИК. Кунĕ-кунĕпе выран (жнешь) та, вара аллăмсем юлмаççĕ, каçпа çывăрма çук ыратаççĕ.

кун-çул

жизнь; житье. N. Эпĕ пурăнас кун-çул мĕн чухлĕ-ши? Якейк. Вăл никама та кон-çол кăтартмасть (притесняет, не дает житья). N. Çав каçхине тĕлĕк курни пурте унăн кунĕ-çулĕ çинчен пулат, теççĕ. Ир. Сывл. 5. Авал кун-çул курнине çавах усрарĕ чĕринче. Кан. 1927, № 241. Хĕрарăм мана кун-çул парасшăн йĕнĕ, тет. Четырлы. Криçчянсен çăкăри, кунĕ-çулĕ — лаши, мĕшĕн тесен крисчянсем çăкăра лашипе ĕçлесе туса çиеççĕ, кун-çул кураççĕ. Ib. Кунне-çулне хăйсен нуши çинчен шухăшласа иртереççĕ. Орау. Вăл хăй кунне-çулне чипер пурăнсах ирттеримарĕ-çке (жил неладно), апăшша. О сохр. здор. Пурăнан кунĕ-çулĕсене (свою жизнь) ĕçлемесĕрех ирттерсе яраççĕ (больные).

кун пушшĕ

этакой величины. Н. Сорм. Эпĕ кун пушшĕ пултăм (т. е. стал большим, вырос), атия та, апая та курман, тенĕ, тет.

кунчул

кончол, столько. N. Кунчул пулса (за столько времени) пурне те, хамăр ялта пулнине, курса тăнă эпĕ ĕнтĕ. N. Кончол порăнса (за столько времени) пĕр салам (поклон) илмен.

кун чухлĕ

(-лэ̆), столько. Юрк. † Пĕчĕкçĕрен пултăм эпĕ кун чухлĕ. Изамб. Т. Усене (детей) пăхса кун чухлĕ ӳстертĕм, малалла тепле ӳстерĕп. (Гов: мать).

кун

(кун), соглашаться, ладиться. СПВВ. Кунчĕ. Пошел на лад. Ib. Кунмасть. Не соглашается. Туй. Хĕрĕ кайма кунсан, хулан çинчен (о цене) калаçма тытăнаççĕ. Уралка. Эпĕ апла кунмастăп; ниепле сана кунтарса пулмарĕ.

кунтан

контан (-дан), отсюда. К.-Кушки. Час кунтан тухса каймалла пулат (придется выйти). Ib. Вăл Ял кунтан пилĕк çухрăм. N. Вĕсем мана кунтан пусмăрласа илмесессĕн, айăпланмăттăм. ||После сего, после этого происшествия. СТИК. Кунтан ак çулсем кĕскелсе килĕç, вăйран кайăп... Ун чухне мĕнле пурăнăр! Вот я состарюсь, сил не будет — тогда как будете жить! Ib. Кунтан эпĕ вилсен хытă хыпăр та-ха... унччен! «Когда я умру вот, то почувствуете, как хорошо жить, а то еще теперь плюете на меня»! Ib. Кунтан (повышение голоса на «кунтан») юлтăр çав куштанпа çыхланасси! Ну уж теперь больше не буду связываться с этим коштаном! (То же в Сред. Юм.). Орау. Кунтан малашне куллен-кун пите супăнпе çăвас мар, эрнере пĕрер (или: пĕре) çусан, çитĕ. N. Кунтан чĕрĕлсен те çынсене кураймасăр тăрĕ-ши? Чăв. й. пур. 13. Кунтан эпĕ вилсен, эсир вăл Алмаса ман çуртран нимĕскер те ан парăр, терĕ. Ib. 35. Кунтан арăмă чĕрĕлсен, ан ман, эп мĕн ыйтнине асту! Собр. † Кунтан тăван пăрахас пулсан, хур пулманнине мĕн пулĕ? Ст. Айб. † Тусăм, кунтан, ай, иккĕн уйăрлсан, хăçан пулăпар-ши пĕр çĕре?

кунти

(-δиы), здешний. Ала 26°. Эпĕ кунтисем мар (я не здешний), эпĕ кунта хăваттерте пурăнатăп. Регули 312. Вăл пĕлсе (знал) эс контине (эс конта порне, эс ончох контине).

купарча

копарча (кубарζ’а, кобарџ̌а,-џа), nates. Бугульм. Эпĕ çапла сиккелесе пынипе, лаша купарчи çине чут-чут çитсе ларман. Юрк. Купарча кĕçĕтсен, кукка килет. N. Эпĕ лараймастамччĕ: купарча çине çытар хурсан, лараттăмччĕ. N. Хăшĕн храх копарчи хыйпăнса тохса ӳкнĕ (в сражении). Синьял. † Йăнки-йăнки повоски; повоски те хамăнах, виç лаши те хамăнах; урапи çинче кĕлетки, ларчăкки çинче копарчи. (Туй юрри).

кур

кор (кур, кор), видеть, увидеть; видать, увидать; заметить. Кр. Чет. † Корак килет: корас, тет; корса, пăхса илес, тет. N. Эсреле час-часах куракан та пулнă. N. Таврăннă чух юрласа, парнисене çынна курмалла илсе таврăнаççĕ (чтобы все видели). ЧС. Киле кайма тесе, тула тухнă та, кĕлет тăрри çуннине курах кайнă (вдруг увидел, что горит крыша амбара). N. Корман-илтмен çын (совершенно незнакомый человек). ЧП. Хăрпăх витĕр пăхрăм та, ылттăн чĕкеç курах карăм. Альш. † Илсем, йысна, çĕлĕкне, кукша пуçна курарах! Юрк. Выля, выля, авантарах выля! чăваш арăмĕ епле ташланине курар-халĕ. Ib. Курăпăр, унта мĕн пулĕ! Увидим (посмотрим), что там будет. Ib. Эпĕ пулатăп, куратăн! Да, это я (был)! Ib. Куратна? тесе ыйтат. — Çук, курмастăп, тет. Ал. цв. 22. Сана эпĕ хамăн тĕссĕр, курас килми (отвратительное) ӳт-пĕвĕме кăтартаймастăп. Сĕт-к. Çав Элекçи коймăрланнине пре те корас килмеçт вара. Якейк. Эп кортăм эсĕр калаçнине. Регули 145. Эп кайнине вăлсам мана кораççĕ. Ib. 753. Эп кортăм, вăл онта кĕчĕ. Ib. 817. Эп кортăм кам килнине. Ib. 144. Вăл мана корчĕ килнине. Ib. 138. Эп килнине корчĕ. Ib. Ытти çынсем ун хыçĕнчен кĕнĕ чухне вĕсем чулсем хушшинче пăхăр арча курах кайнă. Ачач. 47. Шкул хапхинчен тухнă-тухманах, хайхи качака сухалне (козлобородого) курах ячĕ. N. Паян халиччен курман-илтмен çынпа паллашрăм. Тоскаево. Курмасăр курнă кăнтăрла çурта çутнă, теççĕ ваттисем. (Послов.). Альш. Çав аслă çулпа Куславкка çулĕ çинче мĕн курсан кураттăмăрччĕ эпир тĕнче (наш кругозор этим и ограничивался). Лашм. † Пире илес тиекен сар ачисем Хусан купси хĕрсене илни çук; майра пулса килсе курни çук. ТММ. Курнă суккăра илеччен, курман суккăра ил. (Послов.). Ск. и пред. Куртăм вара курмаллах мĕншĕн çав юр çунине. Ib. 44. Епле пĕлтĕр макаçи тыррине вăрларĕ те, курман пулчĕ хăй (отказался от того, что видел). Собр. Курман çĕртен курнă çын кăнтăрла çурта çутат, теççĕ. (Послов.). Т. Григорьева. Курман кăнтăрла çурта çутнă, теççĕ. Сред. Юм. Корман çĕртен корсан, кăнтăрла çорта çутнă, тет. (Говорят про человека, бывшего бедным, но потом обогатившегося). Ib. Мана корни-пĕри вăрçаççĕ. Кто ни увидит меня, все ругают. Собр. Курнинчен курманни нумай, теççĕ. (Послов.). Байгул. † Мĕн пăхатăр пирĕн куçран, çӳлте çăлтăр курман-и? (Оригинальное сравнение). Якейк. Çын корнă-корман карта тытса лартрĕ. Ib. Ай, çав платньăксам лайăх ĕçлеççĕ-çке, çын корнă-корман паччалăк туса лартрĕç! || Смотреть, глядеть; наблюдать; брать пример. Ала 3. Хĕр, курса çӳресен-çӳресен (после того, как везде походила и на все поглядела), унăн каясси килнĕ, тет, тинĕс патне. Шурăм-п., № 14. Яш-кĕрĕм тем чухлиех. Икĕ ача уткăнаççĕ анчах. Ыттисем курса тăраççĕ (наблюдают). N. † Çинçе пилĕк хура куç кам телейне курса (на чье счастье) ӳсет-ши? С.-Устье. Çав вăхăтра хуçа патне улпут тарçисем курма пынă, тет. (Употребляется вместо «туй курма», «хĕрсем ларнине курма» и т. п.). Юрк. Арăмăн упăшки килне тавăрăнсан, хунямăшĕ те хĕрĕ патне кĕрӳшне курма пынă. Кама 29. Ну, киле кайса, çырткалам-ха, çиессĕн килчĕ. Каçхине курăпăр-ха (посмотрим). N. Вĕсем те (молодежь), ваттисене кура (взяв пример), урăхла юрăсем кăшкăрса юрла пуçларĕç. Учите детей. Ашшĕсенчен кура ачисем те пĕчĕккĕллех чĕлĕм туртма вĕренеççĕ. Халапсем. Çавăнтан вара, вĕсенчен курсах, ыттисем те хăйсем валли çапла сăра тăва пуçларĕç, тет. N. Тухнине кура унта та пырса тăнă. N. Мускав хулине чипертерех курасшăн пайтах урамсене çите куртăм. N. Çавăнпа вĕсенĕн ачисем те, ашшĕ-ăмăшне курса, çамрăклах ырра, лайăха вĕренсе ӳснĕ. || Встречать. N. Кушкăсем Ивана куртăм. N. Кушкăри аппана Хусанта куртăм. Орау. Вăрмана каймассеренех кураппăр эпĕр ăна (встречаем). N. † Пирĕн тăвансем хушши ытла инçе, куракан çынтан, салам ярăрсам; салам ярса салам çитмесен, хăвăр, асăнса, килсе курăрсам. М. Васильев. Ачасĕм ялта коракана-пĕрне (кого ни встретят) шывпа сапса çӳреç. О земл. Халиччен çĕр ĕçĕ çинчен чăвашла çырнă кĕнеке эпир курнă-тăву çукчĕ. Бес. чув. Тата темиçе хут та Керимуллапа курса калаçмалла пулнă. || Видеться; повидаться. N. Йăпăрт анчах корасчĕ сере (= сире)! Б. Олг. Ну, тет, кортăмăр, тет; атя хопаха тет, пĕр коссушкă эреке ĕçĕпĕр, тет. Слеп. † Эпĕр ĕçме килиса, эпĕр корма килиман. Йӳç. такăнт. 19. Сыв пулăр, тепре кураччен! До свидания! N. Тавăрнсан, пĕр-пĕринпе курса, пĕр виçĕ курка сăра ĕçесчĕ. (Письмо). Юрк. Санпа курса калаçнăранпа (со времени нашей встречи) тăват-пилĕк хăваттире куçрăм. N. Тав ĕлĕххисене! — Апла пулсан, юрĕччĕ те, куримастпăр çав (редко приходится видеться). Альш. Сывă пулăр-ха, куриччен! До свиданья! || Претерпевать, испытывать, переносить, выносить. ГТТ. Курмалли пулнă. Такова (его) судьба. Ib. Курасси пулнă. В. С. Разум. Унта ташлама тапратрĕç. Манăн çав ташланă вăхăтра ыйхă киле пуçларĕ. Манăн çав ташă вăхăтĕнче мĕн пур курни те ыйхăпа вăрçни анчах пулчĕ. Тогач. † Ай акисам, акисам! Килетĕр те тăратăр, кăркка чĕпписем мĕн кураç пулĕ! (т. е. вы ушли из дома, не покормив их). N. Темĕн те курса ларăр ак! Вот с вами случится что-нибудь скверное! (Угроза). ЧС. Пĕлтĕр те лаша вилчĕ, кăçал та апла пулсан, мĕн курăпăр вара! КС. Турă куртăр сана! (Пусть накажет, воздаст). Шел. 29 Ылттăн çурта кĕрсен те, кĕмесен те, вилмелле, мĕн курнă пуç куртăрах, унта мĕн пур пĕлмелле. N. † Йывăр хуйхă курнă çукчĕ, çурчĕ çамрăк чĕрене! Кĕвĕсем. Мĕн тăвас лутра кăвакал? Мĕн курас лутра кăвакал? Юрк. Чĕрĕм чунăм чăтманнипе кура-кура çӳрерĕм (скитался на стороне?). Ib. Тĕлĕнмелле! Усал курассисем, калăн, юри çак вăхăта кĕтсе тăнă, тесе! Ib. Курассине хирĕç. Как на грех. Ib. Хыçĕнче тăракан пĕр çынни, ку çапла хăраса тĕсрен ӳкнине курсан, унăн аркинчен туртса: унпа ан кĕреш, çĕнеймесĕр, унăн айне пулсан, хăнтан ху çынна култарăн, темĕН курса тăрăн, хур пулăн. Ан кĕреш! тет. Ib. † Ĕмĕрĕ иртсе пырат, мĕн курассине пĕлмес. Ст. Шаймурз. † Курайман тăшман кураймĕ, хăй мĕн курасса пĕлеймĕ. О сохр. здор. Лекĕрсем сивĕрен пăсăласран сыхланма хушаççĕ пулсан та, пĕртте сивĕ курмасăр пурăнма хушмаççĕ. Алших. † Хур курассăр килсессĕн, Атăл хĕррине анса кур. Букв. 1886. Ак ĕнтĕ, шан ача пăчана, вырăнсăр нуша курса çӳре! Иревли. Çуралнă чух çырнине (что суждено судьбою) курмасăр ирттерсе яраймалла мар; курма хушманнине кураймастăн. Собр. † Эсĕ курнă пурнăçа эпĕ те кура парам-и? (Хĕр йĕрри). Сред. Юм. ЬIтлин-çитлин порнăç корса полмарĕ. Не пришлось жить в довольстве. Ала 88°. Вăл ачасем мĕн курман, хурлăхне те, савăнăçне те курнă вăсем. Образцы. Халиччен ырă çын умне тăманччĕ, чĕлхем çыхланнине курманччĕ. N. Конта темĕн те корăн! N. Курассу пулсан (если суждено судьбою), çитен иккен пур тĕле те (всюду. перебываешь). Никит. Макçăм: çаран укçи тӳлемесен, сутмалла пулат пуль-çке, мĕн курмалла, тесе, юмахласа улăхать. Истор. Алă-ура суран курни хисепĕ те çук. Кан. 1929, № 138. Ман пек, ни лаши, ни карт-хури çук çын çăкăр çисе курас çук (хорошего житья не увидит). || Юрк. Курас килмен япалана, ăна епле ирĕксĕр ĕçес тетĕн. || Считать за... СПБВ. Хăй чунĕ пек курать (юратать). N. Çамрăккисене тăвану пек кур. Ал. цв. 1. Хуçа хăйĕн хĕрĕсене чун пек курса пурăннă (души не чаял). N. Çиллисемпе мана тăшманăн кураççĕ. Букв. 1886. Эсĕ унта килте чупса çӳренĕ чухнехи пек куртăн-и мĕн? Ăçта сурăхусем? теççĕ. || С отрицанием в гл. возмож. — ненавидеть. Ск. и пред. 15. Эсир мана ӳстертĕр, ача чухне юратрăр; анчах ӳссе çитрĕм те, хĕрĕр чунне курмарăр. Чăв. й. пур. 23°. Вăл Натти пит усал кăмăллă пулнă, çынна пĕртте кураймасăр тăнă. Эпир пурнаппăр юлташпа. Икĕ кинтеш пĕр-пĕрне кураймасăр пурнаççĕ, чысти çавăн пекех пурнаппăр. || Знать. N. Çапах та ытти çынсем уна (это) курса пĕлсе тăраççĕ пулсан та, юмăçа кайма пăрахмаççĕ. || Относиться. Альш. Вăл пурне те хăйне курнă пек курать. Он на всех смотрит, как на себя, относится ко всем одинаково. || Принимать (за кого). N. Ĕмĕтленетĕр — илейместĕр; вĕлеретĕр, ăмсанатăр — çапах ĕмĕтĕре тăрантараймастăр; вăрçатăр, тăшманăн куратăр — çапах çук, мĕншĕн тесен ыйтмастăр эсир. || Дождаться (худого). К.-Кушки. Çаратсан çаратсан, мĕн-те-пулса курĕ-ха (пулĕ-ха). Грабит, грабит, да до чего-нибудь и дограбится. || Иметь. Истор. Санăн арăму Ирина халиччен ача-пăча курман, ахăр ӳлĕм те кураймĕ. Собр. Ай, пиччеçĕм, Николай, пичче! Эсĕ курнă ача-пчана эпĕ те кура парам-и, эсĕ курнă пурнăçа эпĕ те кура парам-и. Орау. Виçĕ пуса курман-им эпĕр, виçĕ пусшăнах çука юлмăпăр-ха! (т. е. копейка — не велик расход.) || Подражать. N. Эсĕ кукленсе кĕнĕ арăмран курса вĕрен. || Иметь целью. Бур. † Ай-хай, çинçе пӳçĕм, çамрăк пуçăм, кам телейне курса ӳсет-ши? || Кан. Çав тери пуян çын хĕрĕ мĕн курнă-ши ĕнтĕ (что нашла завидного) ман ывăлра? || В качестве вспомогательного глагола. Сунт. 1929, № 9. Çăва тухнăранпа армансем çунаттисете лайăххăн, вăйлăн çавăрса та курайман. N. Конта çантăлăк пит вĕри: кон-каçа кĕпесем типсе кормаççĕ. N. Пĕр вĕренсе тухсан, кĕнеке вуласа курмаççĕ. N. Ким тытса курман, шывпа çӳресе пиçмен çын. N. Пĕр санпа анчах калаçса курман. N. Хусантан тухнăранпа ăшă пӳрте кĕрсе курман. N. Тăласем типсе курман (= все время мокры). Конст. Чăв. Тата килсе кĕр (приезжай повидаться), тепĕр килнĕ чух (в другой раз) аннӳне те илсе кил вара. N. Кайса кур чăвашсене. Поезжай, повидай (или: навести) чуваш. N. Сыв пул! Татах килсе кур. Кан. Ялта мар пирки кашни кунах кайса кураймастпăр. Юрк. Ку аттамсемпе эпĕ темĕн каласан та Хусана çитсе курас çук. СТИК. Эпĕ халиччен çӳресе курман çын мар вĕт. Чай, я не в первый раз (езжу).

куран

видимо (собств. «видишь»), как видно. СЧЧ. Вăсем сиснĕ, куран, эпĕ йĕрĕхе (кузовок йĕрĕх’а) пăхма кайнине. Юрк. Вĕсем, ялан аш çинĕрен, куран, мăнтăр çынсем мар. Ст. Чек. Пулă кашкăрăн кăмăлне кайнă, куран. Ib. Вăл хăмăт илнĕ, куран (говорит человек, который смотрит в окно и видит, что его знакомый приехал в новом хомуте). Хĕн-хур. Вăл (она), савăнса: ку тĕтĕм пĕр-пĕр пӳрт мăрйинчен тухат, куран, тенĕ. Юрк. Сăмавара эсир пĕртте тасатмастăр, куран: пит хуралнă-çке? (Срв. Ст. Чек. Куран, вăл мĕн тăват. Видишь, что он делает, т. е. его надо опасаться).

куртар

понуд. ф. от гл. кур. Орау. Тур куртăр сана! — Тур куртарам, тытсан ак эп сана! Пусть поразит тебя бог! — Я вот тебя схвачу и покажу, как проклинать! К.-Кушки. Хулана кайсан, эпĕ унта Ануша та курăп. — Эп сана куртарăп! В городе я повидаюсь с Анюткой. — Я тебе дам повидаюсь!

ӳкер

заставить упасть, уронить, свалить; сшибать (с ног), сшибать (с места); поразить горем или радостью. N. † Йор çĕнчен çăмăр çусассăн, тем чул çына (= çынна) ӳкерет. Если на снег выпадет дождь, то делается так скользко, что очень многие падают. Изамб. Т. Кăна хăваласа çитсе ӳкернĕ (сшибли с ног). Упа 270. Тĕлленĕ те, ӳкернĕ пăланне. Нацелился и свалил оленя. || Навести. N. Куç-кĕскипе хĕвел çуттине вĕсен куçĕсем çине ӳкернĕ. Навел им на глаза зеркалом зайчика (солнечный свет). || Лишиться положения, должности. Букв., 1 ч. 1904. Унтан кайран Иван çав чынта нумаях тăрайман: айăпласа час ӳкернĕ ăна (лишили должности). Серг. Рад. Тохтамыш Мамая, çĕнтерсе, патшаран ӳкернĕ те, ун вырăнне патшана хăй ларнă. Чăв. й. пур. Ваçка хăй ăсĕпе, старастана вырăнтан ӳкерсе, тĕрмене хуптараччĕ. Васька, в своих мечтах, уже видел старосту уволенным и посаженным в тюрьму. || Afficere aliqua re У. Çынна хуйха ӳкер, причинить человеку горе. || Заставить спуститься и сесть, заставить слететь. Альш. † Кăвик кăвакарçăн вĕçтертĕм, пуян анкартне ӳкертĕм. Ч.П. Икĕ кăлат утă хушшине ăмăрт-кайăк чĕппи ӳкертĕм (пустил лететь и сесть). || Вышивать; снимать копию, фотографировать, рисовать, записать. КС. Тĕрĕ (т'ӧ̌рӧ̌) ӳкерсе ил, вышивать по рисунку или снимать узор на бумагу. Юрк. † Мĕшĕн пăхатăр укçана? — пăхса ӳкерме тĕрĕ мар. Янтик. Аппа тĕрĕ ӳкерме кайнă. Старшая сестра пошла снимать узоры. Беседа чув. 20. Сан ывăлу салтака кайнă пултăр; эсĕ ăна курма пултараймастăн; хăвăн курассу килет, ăна киле ямаççĕ; хай вара эсĕ ăна: ывăлăм, ху сăнна ӳкерсе яр-ха, тесе, çыратăн. БАБ. Хăйĕн кĕнеки çине ман кĕлеткене ӳкерсе илме (срисовывать меня) тытăнчĕ. Иревли. Чул çинчи çырусене ӳкермех пирĕн пата кĕрсе выртас, терĕ. Он хотел нарочно заехать к нам, чтобы срисовать надписи на надгробиях. Ист. церк. Тата вăл çын сăнне ӳкерсе çырма пĕлнĕ. Кроме того он был искусным портретистом. Сред. Юм. Ӳкерсе ил, снять какой-нибудь рисунок или копию письма. IЬ. Ӳкерсе ил, сними, спиши. Мухаммед. Корана эпĕ хам çырмастăп, мана ăна турă пĕлĕт çинчи хăйĕн [кĕнеки çинчен ӳкерсе парать. || В курм. и нек. др. говорах — писать (= çыр). Хот ӳкерсе ятăм. Я написал и послал письмо. || Перенимать, усвоить; передать точно; подражать. Г. Т. Тимоф. Пирĕн ялсем, кăнтăрла еннелле кайса, унти юрра ӳкерсе килнĕ. Альш. Çав Элшей, Чаппи, Саркамăш пулса Мăрсаран епле кĕл-тумаллине ӳкерсе юлаççĕ, тет. СТИК. Эпĕ вĕсен юррине çавăнтах ӳкерсе илтĕм (сразу перенял; в курм. говоре это значило бы: записал). N. Япаларан тухакан сасса ӳкерес, подражать звуку предмета. N. Кăвакал сассине ӳкерсе парать. Подражает крику утки. Лаша кĕçеннине ӳкерсе парать. Подражает ржанию лошади. К.-Кушки. Шăнкăрчă тиха сассине ӳкерсе парат. Скворец подражает ржанию жеребца. N. Сассине те чăваш сассиях ӳкерет. Подражает точно даже тону чувашской речи. Доводить до известной суммы (свой заработок). Хыпар № 31―2, 1906. Кунне мĕн чулшара ӳкеретĕн? тесе ыйтатăп эпĕ те. Я спрашиваю: «До какой суммы доходит твой дневной заработок?».

ӳксе вил

умереть, пасть; любить до безумия. Янтик. † Путĕр-путĕр путене, ӳкрĕ-вилчĕ шыв çине; ах аппаçăм (çавă пур), ӳкрĕ-вилчĕ йыснашăн. Янш.-Норв. † Ай-хай, ах, аппаçăм, йыснаçăм, ӳкетĕр-вилетĕр пирĕншĕн (так заботливы к нам, что не знаете, что делать). Ст. Айб. † Ай-хай, тусăм, хура куçăм, ӳкетĕр-вилетĕр пирĕншĕн. N. Хăш-хăш çынăн ниăçтан та пурăнăçĕ ĕнмеç: е ачи-пăчи пурăнмаç, е учĕ-ĕни ӳксе вилет. Н. Карм. † Эсĕ пăрахсан та, эпĕ пăрахмăп, çак çулсенчех ӳксе вилмесен (если не умру в эти годы). Юрк. Пĕр халирлĕ çул çак ялта тутарсем пĕр-пĕрин хыççăн ӳксе (надо бы: ӳке-ӳке) виле пуçланă. Сред. Юм. Ӳксе вилсен те, хĕрхенмĕ. Он, хоть умри, не пожалеет. (Çынна ĕçлеме кĕршсен, пит нăмай ĕçлеттерекен çынна, чȏхăн çын кивçен ыйтса кивçен паман çынна çапла калаççĕ). IЬ. Ӳксе вилес пик ĕçлет. До того работает, что, того и гляди, упадет и умрет. Умереть скоропостижно, внезапно. N. † Эпир ӳксе вилсен, мĕн юлат? — Çак калаçна чĕлхе, çав юлат. Хыпар № 20, 1906. Килте хытă ĕçлеттĕм, ĕç айне ӳксе вилеттĕм.

ӳкĕн

(ӳгэ̆н, ӳг'э̆н), каяться, раскаиваться; досадовать, огорчаться, сожалеть, роптать(?). Ст. Чек. Ӳкĕнес — каяться. И. С. Степ. Ӳкĕнсен-ӳкĕнсен, турă та каçарать, тет. (Послов.). Юрк. Кашни чăваш, çапла кĕрĕве лармасăр авланни, хăй ĕмĕрĕнче ӳкенсе çӳрет: эпĕ чăваш пулса, çапла кĕрӳ вырăнне ларма тивĕçлĕ пулаймарăм, тет. Кĕвĕсем. 77°. Урамăртан иртсе пынă чухне кĕрсе хăна пултăм эпĕ сире; эпĕ хăна пулнăшăн эс ан ӳкĕн, хăрсамăрах пырăр асăнса. Лашман. † Эп хăна пулнăшĕн эс ан ӳкĕн, хăвăр пырса курăр асăнса. Собр. 218°. † Эпĕ хăна пулнă чухне, эсĕ ан ӳкĕн. Тур иртере патăр хурçăра. Н. Карм. Йытă çулла калать, тет: ай, хĕлле пăртан пӳрт туса хăварас-мĕн! тесе; хĕлле калать, тет: ма шăмăран çулла пӳрт туса хăвармарăм! тесе ӳкĕнет, тет. Юрк. Ӳкĕнетĕп, укçа çук пирки Хусана пырса кураймарăм (не пришлось съездить в Казань). Собр. Шухăшламасăр тунă ĕçе кайран ан ӳкĕн. Если что-нибудь сделаешь необдуманно, потом не кайся. N. Вуласа пăхрăм та, пит ӳкĕнтĕм; пит хурлантăм та, пит макăртăм. || В след. прим. значение этого слова неясно. Юрк. Эпĕ те ӳкĕнĕтĕм эсĕ илсессĕн, виç çул ялан мана асăнăтăн. Яргейк. Хумпуç (имя мужч.) арĕм патне çиттĕр (= çитрĕ), тет те, ытараймарĕ, тет; ӳкĕнчĕ, тет те, икĕш те макăрса ячĕç, тет. Алг. Эй турă, каçар! ӳкĕнтĕмĕр (роптали) пулĕ, йывăр хуйхăпала тем ытла сăмах калаçрăмăр пулĕ. Турă, каçар, çырлах! Амин. (После поминок). Курм. Христос ячĕпе торра кĕл-кĕлесе, пăтă çиятпăр, торă мочи каланипа ташлатпăр, хĕпĕртесе, ӳкĕнсе. (На пасхе). По объяснению П. И. Орлова (Уравăш), в последнем примере гл. ӳкĕн сохраняет свое основное значение. Срв. такой же оборот в след. фр. Сунтал 1929, № 1,22. Тата савăнăç хыççăн, питĕ хытă ӳкĕнсе, куллянса, хурлăхлă юрăсем юрланă — «сасă кăларнă» (гунны). || М. П. Петров. Ӳкен (так напис.), умолять. Сомн.

ӳлĕмрен

после, потом, впоследствии (о будущем вр.). Курм. Эпĕ: ай атте, ан хĕнесем! ӳлĕмрен нихçан та каймастăп! тесе кăшкăрса ятăм. Жит. св. Апрель. Ăна асаплассине эпĕ ӳлĕмрене, кая хăвартăм-ха (отсрочил, отложил). В. Ив. Чечекĕ ӳлĕмрене ăру (потомство) хăварма пĕрчĕ хатĕрлет.

ӳпкеле

Пшкрт. ӧпкӓлӓ, обижаться, укорять; роптать. СПВВ. Ӳпкеле: тек ӳпкелет. Сред. Юм. Тек ӳпкелет. Все пеняет. N. Мĕшĕн эсĕ манăн чĕппĕмсене вĕлертĕн? тесе, ӳпкелеме тытăнать. Зачем, ― говорит он, обижаясь, — ты перебил моих цыплят? Янтик. Пĕтĕм ӳпкеле-ӳпкеле (укоряя) йĕрет çав, мана курсан. Темĕншĕн ӳпкелемелле вара, эпĕ ăна ним те туман. Сред. Юм. Ӳпкелесе çӳрет. Хăнана кайсан кайран хуçине: пĕр те пăхмарĕ, тесе калакана: ӳпкелет, теççĕ (обижается).

ӳстер

растить, размножать, умножать, прибавлять, увеличивать, воспитывать, вырастать. N. Ӳстер, прибавлять (молока, о корове). К.-Кушки. Ĕне сĕтне ӳстерчĕ. N. Малашне турă çамрăксене ырăлăхне пур енчен те ӳстерсе патăр. (Туй). Аленьк. цвет. Эпĕ хамăн пысăк пуянлăхма çухатасса çухатман, ăна тата виç-тăват хут ытла ӳстертĕм. Я не потерял своего богатства, а наоборот, увеличил его в 3-4 раза. N. Укçине кивçене панă чух ӳстересшĕн (взять барыш) тăрăшмасть. V.S. Хунă хакран ӳстерсе пар, приплачивать (выше назначенной цены).

ӳсĕр

(ӳзэ̆р), пьяный, нетрезвый. См. ӳссĕр, ĕссĕр. Альш. Ӳсĕрпе пулнă япала! Зачатый в пьяном виде! (Ругань). N. Ӳсĕр выртакан патне ачасем илсе пырса шăртнă (науськал помочиться). N. Çав урампа тепле ӳсĕр килет. Сред. Юм. Пăх пик ӳсĕр. Пьяный как стелька. N. Вăл çапла куллен ӳсĕр çӳренине курсан. Юрк. Пĕре çапла кăна, ӳсĕрне пĕлмесĕр, çырма хушнă. Хăй çапла, уткаласа çӳренĕ чухне, тăват-пилĕк сăмах каласа парсан, тата мĕн çырмаллине шухăшласа çӳре пуçлат. К.-Кушки. Эсĕ ĕнер ӳсĕр пуçăпа темĕскер хăтланса çӳренĕ, паян пурте кулаççĕ. IЬ. Ӳсĕр пуçăмăрпа таçта пырса кĕнĕ (мы). || Опьянение. Буин. † Ĕнтĕ сăра ĕçрĕм, сăра ĕçрĕм, ку ӳсĕрĕме кăçта хурам-ши? (куда мне девать это мое опьянение? К.-Кушки. Эпĕ унпа урăлла калаçман, ӳсĕрпе калаçнă. IЬ. Эсĕ унта ӳсĕрпе (или: ӳсĕррӳпе) темĕн те хăтланăн. IЬ. Вăл унта пынă та, ӳсĕрпе чӳрече çĕмĕрнĕ. IЬ. Вăл унта пынă та, хăй ӳсĕррипе темĕн те хăтланса пĕтнĕ. Юрк. Ӳсĕрпе пĕлмесĕр, ăçта аяккинчен чĕпĕтсе тытат, ăçта тĕпĕнчен тытса çĕклеме хăтланат.

ӳсĕрле

в состоянии опьянения. N. Эпĕ унпа ӳсĕрле калаçрăм (будучи пьян).

ӳсĕр-пуçăн

(пуз'ы̆н), спьяну. К.-Кушки. Эпĕ ӳсĕр-пуçăн çырмана кайнă. Я спьяну попал в овраг (или: в речку).

ӳт

(ӳт, ӳт'), тело; плоть; мясо. N. Ӳт чĕлхен шăмми çук, тесе, чĕлхе, сăмахласан, тем те сăмахлать, тесе калассине калаççĕ. Шемшер. † Пăхма пĕлмен çавра куç икĕ куçĕ йĕп-йĕпе; калама пĕлмен ӳт чĕлхе икĕ пичĕ йĕп-йĕпе. Зап. ВНО. Ӳчĕ тулта, кĕпи шалта. (Свеча) Тело снаружи, рубаха внутри. Т. М. Матв. Ырхан ӳт (аш) хăй шӳрпинчен хăй вăтаннă, тет. (Послов.). Гаворят, что нежирное мясо устыдилось своего навара. Сборн. по медиц. Çав эмеле докторсем чирленĕ çыннăн ӳтне йĕр туса ӳчĕ ăшне сирпĕтсе куртеççĕ. Доктора это лекарство впрыскивают, сделав нарез на теле. Посл. 164,18. Вăл чиркӳ ӳчин пуçĕ. Сред. Юм. Ӳт кĕмес (или: ӳт хошмас). Не тучнеет, не поправляется телом. N. Эсир мана мĕшĕн вăрçатăр, эпĕ сирĕн ӳтĕрсене сĕветĕп! || Труп. Чуратч. Вăл вара, çанта кайса кĕрсе, шăлнĕ ӳтне исе тавăрăнса, тирпейлесе пытарчĕ, тет.

ӳт-пуç

организм. Таса п. Агафья. Эпĕ халиччен хам ӳте-пуçа нимĕн эмел те туса курман (не лечилась).

ăйăр

(ы̆jы̆р), жеребец. Юрк. † Витери çисе тăракан ăйăрсене кӳлсе яраççĕ. Яргуньк. Апи, эпĕ санăн ывăлу пулатăп, эпир паян санăн умна ăйăр тиха пулса тăмала. Мама, я твой сын, мы сегодня должны предстать перед тобой молодыми жеребцами. Абыз. Катаччи чупма мĕн аван? — Витере тăран ăйăр лайăх. Когда бывает хорошо кататься? — Когда в конюшне стоит жеребец. КС. Ăйăр ахăрать. Тюрл. Ăйăр кĕсре çĕне охать (сикет). Скотолеч. 8. Ăйăр сиксен, если жеребец вспрыгнул на кобылу. Шорк. Ăйăр сиктерет (кĕсре ăйăр сиктерет). Equa admittit marem.

ăйхă

(ы̆jhы̆), то же, что ăйăх, сон. Ăйха каяс уммĕн калас кĕлĕ. Молитва перед отходом ко сну. Тимяш. Мана ăйхă пуснипе эпĕ çимесĕрех çывăртăм. Так как меня клонило ко сну, я уснул, не поевши. Собр. 216. Çывракан ăйхи аякран чукун çулпа килет, теççĕ. Говорят, что сон спящего приезжает к нему издалека по железной дороге. N. Ăйхăна иртерех вăрат. Сон отгони пораньше. Толст. Ăйхă тĕлĕшĕпе нимĕн тума пĕлмен. Сквозь сон (она) ничего не могла сделать. Ib. Тарçи ăйхине ытараймасăр: мĕн пăхасси пур унта; никам та çук; пулсан, кушак пулĕ, тет. Работник, которому не хотелось вставать, говорит: что там смотреть, там никого нет, разве кошка (бродит). Изамб. Т. Чан çапма пуçласан, унччен ăйхă пуснисен ăйхи уçăлат. Как только начнут звонить (в колокола), у всех дотоле дремавших проходит сон (дремота). Шаймурз. † Ăйхăнтан вăрансан, ан хăра, эпĕ пулăп санăн умăнта. Проснешься — не пугайся, я буду около тебя. КАЯ. Ман ун чухне ăйхă уçăлиманччĕ те, эпĕ вара, пӳрте кĕрсе, тӳшек çине выртрăм. В то время я не выспался, поэтому вошел в избу и лег на перину. Бугульм. † Куçăм тулли-кăна ăйхăм килет. Мои глаза полны дремоты. Шел. 164. Ăйхинчен вăратап. Бужу. N. Ку кунсенче, çырса таврăнсан, кăнтăрла сулăнсан, пит лайăх-кăна çывăрса, ăйхă тăрантаратăп. В эти дни, по возвращении с канцелярской работы, после полудня, я высыпаюсь как следует. N. Ăна ăйхă пусать. Его клонит ко сну. Альш. Ăйхă çитнĕ. Спать хочет. Бюрг. Ăйхă пуснă. Очень захотелось спать (говорит про себя). Ст. Чек. Ăйхине çĕнтереймес. Не может бодрствовать (или: не может выспаться). СТИК. Ну, хытă та çывăран! ăйху йывăр иккен (крепко спишь). Беседа. Ăйхи тăрансан, хай ӳсĕр çын вăранать. Выспавшись, пьяный просыпается.

ăйха кай

засыпать, заснуть. Изамб. Т. Эпĕ нумайччен ăйха каяймарăм. Я долгое время не мог заснуть.

ăйхă тĕлĕшĕпе

впросонках; спросонок. Ст. Чек. К.-Кушки. Ăйхă тĕлĕшĕпе эпĕ çĕрле квас-чĕресне тӳнтерсе янă. Впросонках я опрокинул ночью квашню. Ib. Ăйхă тĕлĕшĕпе вăл мана çапса ячĕ. Спросонок он меня ударил.

ăвăн

(ы̆вы̆н), стремиться, сильно желать. СТИК. Ăвăн ― гореть желанием. Çавна хĕнешшĕн ăвăнан та-ха. И. С Степ. Ăвăнас: çав хĕре илесшĕн ăвăнать. Çĕн-Ӳсел. Эй, ăвăнат та вăл ăна илешшĕн (каяшшăн)! Стремится взять ее за себя (или: выйти за него замуж). СПВВ. Текерлĕ кӳллисем ешĕл каю, утсем ăвăнаççĕ çиешшĕн. Ст. Чек. Ăвăватăп — желаю, стремлюсь (напр., купить). Изамб. Т. Манăн епле çăлас-ши (сено), тесе, ăвăнса çӳретĕп эпĕ.

ăвăнтар

понуд. ф. от гл. ăвăн. Ала 30°. Ай, ăстарик, ăстарик! эс мана хĕнес çук; эпĕ сана ăвăнтарăп, эпĕ çавах аптрас çук. Ах, старик, старик! тебе не бить меня; я тебя утомлю, а мне ничего не сделается.

ăмăрт-кайăк

орёл. Чебокс. Ăмăрт-кайăк (ŏмŏрт), орел. ЩС. Ăмăрт-кайăк — орел. Ст. Шаймурз. Эпĕ виç-кунлăх çĕре каятăп, эсĕ урхамаха аш пар, ăмăрт-кайăка утă пар, тенĕ те кайнă. «Я уезжаю (ухожу) на три дня; ты аргамаку давай мяса, а орлу сена». Сказав это, он отправился. Сорм-вар. † Ăмăрт-кайăк анне пур-ччĕ; ир пулсассăн, салатаччĕ; каç пулсассăн, пуçтараччĕ, — халĕ кам пуçтарса усрăши? (= усрĕ-ши). Была у меня орлица-мать; по утрам она (нас) распускала, по вечерам собирала, — кто теперь будет собирать (нас) и ухаживать (за нами)? Об этой птице есть интересн. сказка в текстах В. Н. Орл., I, 269.

ăн

, (ы̆н), ум, соображение, сознание. Юрк. Эпир унтан пит аван ăн илтĕмĕр. (Multa docendo) nos sapientiores reddidit. Хыпар. № 26, 1906. Ыттисене ăн кайиччен хĕненĕ. Остальных били до потери сознания. Перевод. Ăн кĕрсен (опамятовавшись), аран-аран тăтăм. Истор. Василько, ăнĕ пĕтсе, вилнĕ пекех пулнă. Василько, потеряв сознание, стал как мертвый. N. Ăнĕ пур-и? В сознании-ли он? Изамб. Т. Тата (кроме того) эпĕ кирек мĕн чухлĕ ĕççен те, манăн ăн çухалмасть. Кроме того, сколько-бы я ни пил, у меня никогда не теряется сознание. Шел., 34. Манăн халĕ ăн пĕтнĕ, эп нимĕн те пĕлместĕп. Сейчас у меня нет соображения, я ничего не понимаю. Алг. Çул çитмесĕр пачĕç те, ăс кĕмесĕр ăн карĕ. Выдали (замуж) до полных лет, оттого я, глупая, не знаю, что делать. || Память.

ăна кĕр

притти в чувство (в сознание), опомниться, опамятоваться. Ал. цв. Вĕсем ашшĕ панă кучченеçĕсемшĕн савăннипе халь те ăна килсе кĕреймеççĕ (не могут притти в себя). N. Эпĕ ăна кĕрсен, пуçа тытса пăхрăм та, ман çăмка çинче мăйрака пек шыçса ларнă. Когда я пришел в чувство, то пощупал голову, и (оказалось), что на лбу у меня выскочила шишка в роде рога. Ст. Чек. Ăна кĕнĕ, пришел в себя.

ăнлан

понять, понимать; внимать. ЧС. Энĕ те атте мĕн каланине ăнланмасăрах кĕрĕке тăхăнса тухрăм. Я тоже надел шубу и вышел, так и не поняв, что мне сказал отец. Псал. 141,7. Эпĕ йăлăннине ăнласам. Вонми моей молитве.

ăн-пуçсăр

бестолковый, безрассудный. || Как наречие. Послед. ко прич. Пурте суеççĕ, тесе, эпĕ ăн-пуçсăр аптăраса каларăм.

ăнран кай

ăнтан кай, лишиться чувств. N. Эпĕ ун чухне нумайччен ăнран кайса выртнă. Унтан вара, пăртак хама ăн кĕрсен, темĕнскер (= темĕскер) ыратнă пек туйăнчĕ. Я в то время (тогда) долго пролежал без сознаная. Потом, когда я несколько пришел в себя, я почувствовал некоторую боль. Сир. 164. Вăл вырăнĕнчен хускалсан, паттăрсем хăраса каяççĕ, сехĕрленсе, ăнтан каяççĕ. N. Ăнтан кайса выртрĕ, лишился чувств. N. Ăнран кайса выртать. Лишается сознания (in concubitu). N. Ăнран кайиччен ташланă. Плясал до потери сознания. || Изумляться. Font. 1. Леш тетĕшсем ăнтан кайса пăхса тăраççĕ, тет. Те дядья с изумлением смотрят (на происходящее). Альш. Эпир пиçнĕ пăрçа шăтат-и, терĕмĕр те, пиçнĕ çăмартаран чĕпĕ тухат-и, çисе ятăмăр, терĕ, теççĕ. Патша ăнтан каят. Сака 482. Зверĕсем пĕр-пĕринпе ăнтан каяяççĕ, тет. Юрк. Чăваш, эсĕ пур япаласем çинчен те питĕ пĕлсе калаçатăн, эпĕ, итлесе, ăнтан кайса тăтăм. Эпĕ санран тата пĕр япала çинчен ыйтса пĕлес тетĕп. Эсĕ пĕлетĕн пулĕ, тархашшăн, каласа парсам-ччĕ? Чувашин, ты относительно всяких вещей рассуждаешь как знаток; слушая (тебя), я был очень изумлен. Я хотел спросить тебя еще об одной вещи. Ты, вероятно, знаешь об этом, ради бога, расскажи мне. || Потерять голову, выбиться из сил. Ч.С. Эсĕ ху пĕлнипе ту, эпир ăнтан кайнă ĕнтĕ. Делай как знаешь, мы уже голову потеряли. БАБ. Аннесем: тӳрлеттере-тӳрлеттере (меня) те ăнтан каяттăмăр, тет, Мать говорит, что они не знали, что со мною делать и как уж меня лечить. Конст. чăваш. Çук, тупаймарăмăр, шыра-шыра шалтах ăнтан кайрăмăр; эсĕ каласа янă вырăнсене пурне те çӳресе тухрăмăр. Нет, не нашли; с розысками совсем голову потеряли; обошли все те места, которые ты указал (нам). Хыпар № 3, 1906. Çаврăна-çаврăна, ăнран кайрĕ, курăнать. Кружась, должно быть, выбился из сил.

ăнсăрлан

обеспамятеть, потерять сознание. Жит. св. Вара кунĕ-кунĕпе эпĕ çĕрте ним пĕлмесĕр ăнсăрланса выртаттăм. И я целые дни лежала на земле, пребывая без сознания. N. Ăнсăрланса кайнă. Потерял сознание.

ăнсăрлат

делать безрассудным, безумным. Канон. Эй Иисус, ăнсăрлатса ăссăра кăларакан аскăн ирсĕрлĕхе ӳксе, эпĕ ăссăра тухрăм.

ăна

дат.-вин. пад. от вăл. Юрк. Чейне ăна куллен ĕçетпĕр-çке, тет. Ведь мы каждый день пьем чай. Вишн. 73. Ăна тума кирек кам та пултарать. Ăна пĕр шетник (катка) илес пулать те, тĕпнерех айккине пĕр шăтăк шăтарас пулать; çав шăтăка питĕрме пĕр пăкă тăвас пулать. Устроить это может каждый. Для этого нужно взять кадку и ближе ко дну продырявить дыру; чтобы затыкать дыру, нужно сделать деревянную пробку. Ст. Ганьк. Ăна мунчаран тухсан, ирхипе-каçхипе пĕрер чĕркке ĕçтермелле. || Иногда не переводится. Альш. Ватă яланах вăл тери тумланса çӳремес ĕнтĕ ăна, çамрăк тумланать, тумлансан. Старый человек не особенно наряжается, вот молодежь так та наряжаетея. IЬ. Атăл херринереххисем-кăна сатлăрах ялсемтĕр ăна. Лишь (это) селения, расположенные ближе к берегам Волги, должны быть богаты садами. Хыпар № 7, 1906. Пирĕн ăна кашни çул хирĕн виççĕмĕш пайĕ ахалех выртать. (Это) у нас третья часть пахотной земли лежит каждый год напрасно (без пользы). К.-Кушки. Тĕпек. Ăна икĕ вăрман хушшинчи хире калаççĕ (так называют поле, находящееся между двумя лесами). Альш. Кукши тата: эпĕ мар-и ăна? тесе, ларать, тет. Плешивый сидит и говорит: «Не я-ли это (сделал)?» Йӳç. такăнт., 45. Хĕрарăм пуçĕ çавнашкал, ĕнтĕ, вăл: часах çурăлать. Эпĕ ăна нӳхрепре ӳкрĕм (я это в погребе упала).

ăнăраш

понять, сообразить. СПВВ. Ăнăрашса илтĕмĕр, сообразили, поняли. СТИК. Старик нимĕн ăнăрашса илмест: ме-ха, карчăк, эсĕ каласа пăх, эпĕ нимĕн те пĕлмерĕм, тет. СПВВ. Х. Ăнăрашша илтĕм, я пришел в сознание.

ăнсăртран

нечаянно, случайно, неожиданно, вдруг. О сохр. здор. 118. Ак хăш чухне тата ăнсăртран ӳксе хул е ура хуçăлать. Вот еще иногда от нечаянного падения ломается рука или нога. СПВВ. ИА. Ăнсăртран, нечаянно. Юрк. Пупĕ те старастийĕн чĕлхи çинчен кирлĕ мар сăмах ăнсăртран ĕçĕрĕннине илтсен: стараста, эпĕ тепĕр хут авланмарăм-çке, мĕшĕн эсĕ мана апла калатăн? тет. И священник, услыхав, что с языка старосты сорвалось нечаянно неприличное слово, сказал ему: «Староста, кажется, я во второй раз еще не женился; почему ты мне так говоришь?» . Пиçнĕ яшка ăнсăртран тăкăнса кайни ĕç ăнмасса систерет. Если сварившееся варево (яшка) нечаянно прольется, то, говорят, это к неудаче. . Пурте вуласа ларнине курсан, ăнсăртран ку юлхав ачине те вĕренмесĕр кăмака умĕнче тăнине курах каят. IЬ. Чипер çынсем урлă, çта арăм ыйтнă пирки, хăш чухне çапла ăнсăртран вырăна-мĕне çаклансан, савăнса, кăшт анчах ĕçсе пăхатăп. Попав, через хороших людей, или через просьбу жены, куда-нибудь на службу, я с радости немного выпиваю. . Йывăç çурт туса парсан, ăнсăртран çунса-туса кайсан, татах вĕсем валли çурт тумалла пулат. IЬ. Вăл ăнсăртран шыва кайсан, эпĕ ун хыççăн каçмăп. Если она вдруг утонет (свалится в воду), я за нею не пойду. Н. Ч. Ăнсăртран, эсĕ мана итлемесен, эпĕ сан çинчен патша турра пуççапса тархаслăп, терĕн. Орау. Ачана ытла ан йăвала (не мни), ăнсăртран (вдруг еще) ача хулне мăкăлтăн тата. N. Ăнсăртран-мĕнтен вĕсем мана ан улталаччăр. СПВВ. КЕ. Ăнсăртран — пĕлмесĕр тунă япала. Сред. Юм. Ăнсăртран шывва ӳке парсан, тесе, çын шыв хĕрĕнче пăртак-çиç тытăнса тăрсан калаççĕ (говорят человеку около воды, когда от неосторожности с ним может случиться несчастье). . Çил вăйлă чȏхне лоткапа Атăл çине ан кĕрĕр, таста ăнсăртран лȏтка çавăрнса ӳкĕ. Во время сильного ветра не выезжайте кататься на лодке на Волгу: случайно может перевернуть лодку. СТИК. Ăнсăртран, очень редко; неожиданно, непоследовательно, случайно. . Таçтан ăнсăртран чир килсе çыпçăнчĕ. Откуда-то неожиданно пристала ко мне болезнь. Шел. 163. Ăнсăртран вĕççе пӳрте кĕрсессĕн, манăн пуçăма сар çу сĕреççĕ: сан çăварна — çу, тутăна — пыл, теççĕ. (Гов. ласточке). В одной рукописи вм. «ăнсăртран» написано: ăнсăр сăртран. N. Ăнсăр сăртран килтен хĕрт-сурт писсен, вара пархатарлă мар, тет (не к добру).

ăпăр-тапăр

всякий хлам, скарб и т. п. В. каз.-тат. ы̆бы̆р-чы̆бы̆р «мелочь». Ст. Чек. Ăпăр(ы̆бы̆р)-тапăр, хлам. И. С. Степ. Ăпăр-тапăр. СТИК. Тĕрлĕрен ăпăр-тапăрсем тукаларăм эпĕ паян. Сегодня я выполнил разные пустячные дела. Н. Лебеж. Çӳпĕ тăкма тухсассăн, çӳпĕ çине чавса пăх: ăпăр-тапăр тухмаç и? Когда вынесешь сор, поройся в нем: не выйдет ли (из него) чего-нибудь? || В значен. прилагат. Сред. Юм. Çавăн пик ăпăр-тапăр лаша та пăрахса тарма хытланать те вара, кули путлĕреххи пăрахса каймĕ! Такая дрянная лошадь и та пытается от него убежать; как же не убежит от него добропорядочная (лошадь)! || Щ. С. Ăпăр-тапăр = лăп-лап (ругательное слово). Тут же приписано: «Лăп-лап лекрĕ пуль — вероятно, поразили духи, которые могут причинить человеку на дороге болезнь».

ăраç

(ы̆рас'), разве. Альш. Пăру ăраç çынна çиет? тесе калать, тет. || Разве только. БАБ. Эпĕ ун чухне хай çамрăк пулнă та, çав юмăçсем мана чĕртесшĕн мĕн-мĕн тунине астумастăп. Çырсан та, ăраç халĕ аннесем çав юмăçсем епле вĕрни çинчен калаçаççĕ, çавсем каланисенчен астукаласа çырсан анчах. В то время я был маленьким и поэтому не помню, какими способами хотели вылечить меня знахари (юмăçсем). И теперь родители говорят о наговорах (которыми пользовались знахари), ― разве написать по памяти с их слов? СТИК. Ăраç çавăнта кайнă пусанкăна; урăх çĕре ăçта кайтăр! Только туда мог он пойти, а в другое место ― не думаю. Сред. Юм. Пирĕн патра килмен ĕнтĕ ȏ, ăраç кӳрĕше-мĕне, ытти çĕре, кайнă поль [разве (может быть) ушел к соседям или в другое место].

ăрат

(ы̆рат), с радостью, рад бы. БАБ. Эпĕ ăрат тăрса парăттăм та çав, эпĕ уксак, утаймастăп. Я рад бы встал и дал (воды), да только я хромой, не могу ходить.

ăратник

урядник. Орау. Ман атте, эпĕ пĕчĕккĕ чухне, ăратнике кĕчĕ те, пурăнма «Хапăс» ятлă яла кайрĕ. Когда я был маленьким, мой отец поступил в урядники и переехал жить в село Абызово. || Порода. СПВВ. † Нарт-нарт кăвакал, ăратне лутра, мĕн тăвас?

ăрăмла

совершать (суеверные) обряды. Ч.С. Вĕсенĕн ку тĕлĕшрен (относительно ака пăтти) тата урăх йăласем те пур та, эпĕ вĕсене пĕлейместĕп. Пирĕн кил-йышсем ытлашши ăрăмлама юратмаççĕ. Чăвашсем. Ку ятсем пурте ăрăмласа хунисем. Все эти имена даны с суеверной целью. Хурамал. Çын чӳк тунине курсан е пĕрер япала эмелленине (обряд) курсан: мĕн ăрăмлан? теççĕ. || Сделать, устроить. Ст. Чек. Çакна ăрăмлас-ха (= тăвас-ха).

ăрăска

к счастыо, на счастье. Пис. Эпĕ унталла-кунталла пăхкаларăм та, часрах чупрăм вăрмана; ăрăска вăрманĕ те ялтан инçе мар пулчĕ. Я огляделся кругом и скорее побежал в лес; к счастью, и лес случился недалеко от деревни.

ăс

(ŏс, ы̆с), ум, разум; ум-разум, рассудок. N. Акă пирĕн хушшăмăрта тĕслĕрен халăх пур, тĕрлĕ ăс пур, тĕрлĕ чĕлхе пур. Вот среди нас есть разный народ, разный ум, разный язык. Собр. Ăс çук та, ĕç пулсассăн ― ĕç çук, теççĕ. (Послов.). Нет ума, поэтому нет и дела. IЬ. Çук ĕнтĕ, урăх эрех пулмас, ăна ăс вĕрентекен пур (его кто-то учит уму-разуму). Альш. Эсĕ ăсран тухнă ахăр, тенĕ. Должно быть, ты сошел с ума. СТИК. Ăс çитеймес çав. Не хватает ума. (Говорят человеку, не сумевшему сделать что-нибудь руками). Изамб. Т. Сана та ăс кĕмерĕ иккен. Авланнă пулсан, пĕр-ик ача ашшĕ пулнă пулăттăн. Не набрался, оказывается, и ты ума. Если бы ты был женат, то ты был бы отцом двух-трех детей. Собр. 343. † Пирĕн пек çамрăк ачасем пурăнакиле ăс илет. Ала 96. Ку ачана кăшт ăс кĕре пуçланă: мĕлле пурăнас ку хĕле? тет. Этот парень начал приходить в ум: как, говорит, провести эту зиму? Орау. Нимĕч вăл ăспа пурнакан çын, ал-хапăлтах мĕн курнă, ун хыççăн каймаçть. Немцы — люди рассудка, и ничем не увлекаются. Кильд. Хайхи вара ăс вĕренте пуçларĕ, тет (начал учить уму-разуму). Б. 13. Ялан ăспа çӳресен, ялти ватă ятламасть. Если постоянно ходить с умом, то деревенские старики не будут бранить. С. Тимоф. † Çĕнĕрен килнĕ çын, тесе, çунан вута ан чикĕр: ман ăс кĕске, чăтас çук. Из-за того, что я новый человек, не толкайте меня в пылающий огонь: у меня ум короток, я не вытерплю. (Слова молодушки). Полтава 11. Ăсран тухнă ват этем. Старый человек, выживший из ума. Кратк. расск. Иосиф тĕрмере, хĕн пурăнăçра, шăп ӳссе çитĕнсе, пысăк çын ăсĕ кĕричченех ларнă. Ч.С. Санăн ăсу ватăлнăçĕмĕн пĕтсе пырать-мĕн, терĕç. Они сказали: «Ты, чем старше, тем глупее». Юрк. Ăсĕ пур чух, еще будучи в здравом уме и твердой памяти. Юрк. Шухăшласан, ăсăм çитми пулчĕ. (От долгой думы) в голове не хватает способности мыслить. Псалт. 30,23. Эпĕ ăсăм кайнă вăхăтра каларăм. IЬ. Лаша пек, ашак пек ан пулăр, вĕсен ăсĕсем çук. N. Нумай вĕренни ăсран ярать сана. Долгое учение сводит тебя с ума (лишает разума). А. П. Прокоп. † Ăсăмăр ухмах. У нас глупый разум. Юрк. Эсир мĕшĕн апла çырса янине, пăртак ăсĕ пулсан, хăех пĕлĕ, теççĕ, кулса. «Если есть у него немного сообразительности, то он сам поймет, почему вы так написали», говорят они, смеясь. Якейк. Воник салтакăн пĕр качакан чохлĕ ăс çок, теççĕ. У двенадцати солдат, говорят, нет ума столько, сколько у одного козла. Юрк. Калаçса ларнă ушкăнта пĕр чăваш пит ăспа калаçса ларнă. Вăл çапла пит ăспа калаçнинчен итлесе лараканнисем, ыттисем, пĕтĕмпе тĕлĕнсе тăнă. Среди беседующего общества один чувашин разговаривал очень умно. Слушатели изумлялись его умным речам. Богдашк. † Икĕ савнă тусăм пур, пĕрин ăсĕ кĕскерех; пĕри кайсан, тепри пур. Есть у меня два милых друга, но у одного из них ум коротковат. Если один уйдет, то останется другой. Псалт. 48,4. Чĕремпе шухăшласа пĕлни ăса вĕрентĕ. Юрк. Ача-пăча ăсĕ. Сред. Юм. Ăсне ĕçет, ум пропивает. IЬ. Ĕçесси ĕçтĕрчĕ хоть те, ăсне ан ĕçтĕрчĕ. Пусть бы пил, но только бы ума не пропивал. N. Ку çынсем йăлтах ăсран кайнă, нимĕн пĕлмеççĕ. Эти люди совсем сошли с ума, ничего не понимают. Урож. год. Çамрăк чух ăс салатман (не расточал попусту), укçа шăва пăрахман. А. П. Прокоп. † Çинçе-кăна пӳлĕ хура куççăм, пурăна-пĕр-киле ăс илет (приобретает). Кĕвĕсем. 79. Паянхи кунтан ăсăм пĕтрĕ (я лишился рассудка) такçан тăвансене курнипе. Чăв. й. пур. 9. Лайăх ăслă, кăмăллă çын. Очень умный, симпатичный человек. || Мысль. Изванк. Çул çинче каялла çавăрăнса пăхсан, тепĕр ăс кĕрет, теççĕ. (Послов.). Ст. Чек. Ăс пăттăранат, мысли перепутались. IЬ. Хуйхă пусан, аптăранипе ăс пăттăранат. IЬ. Ăс пăттраннă вăхăтра пуç анкă-минкĕ пулат, ыратат. IЬ. Ăс пăттăранма ури çине ĕне пусман (еще молод для того, чтобы слишком задумываться). || Направление ума, убеждение. Жит. св. Январь. Арий, пит ăслăскер, шуйттан пулăшнипе пĕтĕм халăха, улпутсене те, патшасене те, архиерейсене те, хăй ăсне ерте пуçланă. Лашман. Ырă кинçĕм (çавă пур) ялан пĕр ăс çинче пурнинччĕ. (Свад. песня). Сред. Юм. † Çичĕ ют килне каймасăр çичĕ ют ăсне тытас мар. Пока я не вошла в чужую семью, я не буду жить чужим умом. Чăв.-к. † Çичĕ ют килне çитмесĕр, çичĕ ют ăсне тытас мар. Пока я не вошла в чужой дом, я не намерена поддаваться чужому влиянию. ЧП. Нумай йĕрĕп ĕмĕр тăрăшшĕне ирттерме, ăсшăн тăрăшма пиллесем. Много еще поплачу я в течение своей жизни, благослови меня на приобретение должного направления ума. Хыпар № 16, 1906. Эсир хăвăр, хытă тăрсан, турă панă ăса тытса, кĕнеке вĕренме ан ӳркенĕр. || Совет. Чăв. й. пур. 12. Эпĕ сан патна ăс ыйтма килтĕм, тенĕ. Я к тебе пришел за советом. IЬ. Леш сутма пынă çынсене тунма (отпереться) ăс вĕрентнĕ (научил). Альш. Унтан вара Ванькканăн арăмĕ монастыре ăс шырама кайнă. Н. Шинкус. Кам та кам çав старикрен ăс ыйтса килĕ, çав тăшман тин çак киле çĕнтерĕ. До тех пор, пока не сходит кто-нибудь к тому старику за советом, тот враг не одолеет этого дома. || Мнение. Ходите во свете. Пĕр ăс тытса. БАБ. Выртасчĕ, те çывăрасчĕ ĕнтĕ, пирĕн ăспа. По нашему мнению, следовало бы им лечь да уснуть. || Сознание. Сред. Юм. Ăс пăрахсах ĕçмес ȏ. Он не пьет до беспамятства. Лашмаш. Тусçăм, эпир иккĕн (sic!) эпир уйăрăлсан, асăнăн-ха ăсă пĕтиччен (до того, что сойдешь с ума). Ала 61°. † Кунтан, тăвансем, эпĕ уйрăлсассăн, асăнăр-ха ăсăрсем пĕтиччен. Б. Сунч. † Эпĕ, тăван, кунтан уйăрăлсан, асăнăр-ха ăсăрсам пĕтиччен. || Повадка. Чăв. й. пур. 10. Эй, Яхвар! çак сирĕн ăсра энĕ пĕртте юратмастăп, çул хура, тиенĕ ăлавна йывăртарах, ху çапах лашана хĕнетĕн. Эх, Яхвар! не люблю я этой вашей повадки! Дорога бесснежная, клади положил много, а сам все-таки бьешь лошадь. || Нрав, характер. Ала 8. Унăн ăсĕ те пит аван, лăпкă ăс пулнă. Он был очень хорошего, тихого нрава. Посл. 101,20. Ăсăртан — çулланă (в летах) çынсем пек пулăр. Ала 90. Анчах вăл ачасем иккĕшĕ икĕ ăслă пулнă (различного характера). || Прием, способ. Ала 13°. Халь ĕнтĕ ку ăспала (зная такой прием) аптрамăп-ха, тенĕ. IЬ. 20°. Ăс шыра пуçланă. Начал искать способа. IЬ. 21°. Пире нимĕн те кирлĕ мар, эсĕ пире ăс тупса парăн-ши? Нам ничего не нужно: не укажешь-ли ты нам способа (выхода)?

ăсла

придумать, выдумать; размышлять. мыслить. Т. Григорьева. Ăсли ăсласа иличчен, ухмахĕ персе ярать, теççĕ. (Послов.). Пока умный придумает, дурак уже скажет. Цив. Ăсла-размышлять. Посл. 22,16. Эпир сире хамăр Иисус Христос туррăмăрăн хăвачĕ çинчен, вăл килни çинчен чеелĕхпе ăсласа тупнă юмах хыççăн кайса пĕлтермерĕмĕр. О землед. Ăна кăшт анчах кăтартса памалла, малалла ĕç ăçталла каяссине вăл хăй те ăсласа тупать. Ему только немного показать, дальше он сам додумается, в чем дело. Учите детей. ЬIйтсан: сана мĕн кирлĕ? тиес пулмасть, лайăх, ăсласа, каласа парас пулать. Если спросят дети (о чем-нибудь), не нужно говорить: «что нужно тебе?» — а надо подробно разъяснить (спрашиваемое). Баран. 139. Пит ăсласа тунă. Сделано с большим умом. Латыш. Шухăшласа, ăсласа çӳренĕ (шаланкă). N. Эпĕ: ку кĕнекене епле çын кăларнă-ши? ăçтан ăсласа тупнă-ши? тесе ыйтрăм. Я спросил: «Какой человек выпустил эту книгу? Откуда хватило у него ума (написать ее)?»

ăс пар

посоветовать, научить, надоумить. Хыпар № 41, 1906. Ĕлĕк тĕрĕс мар тунă ĕç; ĕлĕк улпутсене нимĕнсĕрех çĕр салатса, кайран укçа парса илсе, хресченсене мăшкăллани малашне пире пăртак ăс парас пулать. Хурамал. Мана çав пачăшка пырса ăс паман пулсан, эпĕ халĕ те чӳк туса, çылăха кĕрсе пурăнăтăм.

ăс ту

надумать. N. Эпĕ, пиллĕк çула çитсен, школа каяс тесе, ăс турăм. Когда мне исполнилось пять лет, я надумал ходить в школу.

ăста

(ы̆ста), где. с. Икково. См. кăста. Хора-к. Поттик-поттик путяни лаптак корăк айĕнче; çакă ялăн хĕрĕсем, ста (чит. ăста) кирлĕ вăрманта, яшă ача айĕнче. Янгильд. Козм. у. Ăста каян, шăтăк кут? — Эпĕ те пурап, хура кут. (Сăра хуранĕпе сăра чанĕ).

ăçтан

(ы̆с'тан), откуда. N. Ăçтан пулнă ку пуç, ăçтан тухнă ку ăс! Где зародилась такая голова, откуда этот ум! Откуда эта голова, откуда этот ум. Пазух. Шур Атăл çырансем, ай, çӳлĕ-çке, лашасене ăçтан та ĕçтерес? || Как? каким образом? Орау. Пĕри калать: ку ака уйăхĕ пĕтрĕ, çу уйăхĕнче тин акана тухатпăр, тит. Тепри калать: ăçтан ака уйăхĕ пĕттĕр, халĕ акана та тухман та, ку пĕтнĕ уйăх пушă уйăх, ака уяхĕ тин тăва-ха, тит. N. Ăçтан çӳрейĕ вăл, çӳреймес. Как ему ходить, не сможет он ходить. Ч.П. Эпир ăçтан юрасси пур? Как мы можем понравиться. N. Йĕмесĕр-кулянмасăр ăçтан пултăр! (как не плакать!). Альш. Çамрăксем çапла вĕт вĕсем; акă эпĕ ватăлатăп та, выляс-кулас килмест ĕнтĕ! Тет. ― Ăçтан ватă-ха эсĕ? тет пĕри (какой ты старик! — т. е. ты еще вовсе не старик). СТИК. Ăçтан-та-пусан (= пулсан) турă каялла çавăрса килтĕрех! («Ăçтан та пусан» выражает не «откуда-нибудь», а «как-нибудь»).

ăçтĕлте

(ы̆с'тэ̆л'дэ), где, куда. N. Эпĕ уна туса çитерсен, ăçтĕлте леçес? тенĕ. Когда я сделаю, куда отвезти их?

ăш

(ŏш, ы̆ш), нутро, желудок. Якейк. Эп паян ăша яман, эсĕр ик хут çирăр. Я сегодня ничего не ел, а вы уже два раза поели. N. Ăш ыратакан. Побаливает живот. Скотолеч. 26. Ăшран ыратнă чухне епле имлесси çинчен. О том, как лечить во время боли внутри. N. Ăш ыратсан ĕçмеллĕх юлтăр. Пусть останется для приема во время боли живота. Цив. Ăш ыратать = хырăм ыратать. Живот болит. Календ. 1907. Ăш çине вĕри шыв çинче йĕпетнĕ тутăр хурса тăмалла. На живот нужно положить намоченный в горячей воде платок (при поносе). Пазух. Çӳл ту çинчи шур мулкачă курăк çисе вылать-çке; пирĕн пек çамрăк ачасем те ăшне тытса йĕрет-çке. Находящийся на высокой горе белый заяц ест траву и играет; такая, как мы, молодежь плачет, схватившись рукой за живот. Шорк. Ĕнер ĕççе ăш ыратаканах полнă (до того, что даже заболела грудь). || Внутренности (человека, животного). Сред. Юм. Пит шăнсан, ăша сиввĕ витрĕ, теççĕ. Сильно замерзнув, говорят: холод заморозил внутренности. Собр. 335°. Çын ăшне тавăрса пăхма кĕрĕк çанни мар, теççĕ. Внутренность человека нельзя вывернуть, она не рукав шубы. (Послов.) Шурăм-п. № 26. Питĕ сивĕ çил вĕрет, пĕтĕм ăша шăнтать. Дует очень сильный ветер, студит всю внутренность. Ст. Шаймурз. Иван арăмĕ пĕр пичĕ хĕвел, тепĕр пичĕ уйăх икĕ ача çуратат, пĕрне ăшне тытса юлат. Жена Ивана родит двух детей, у которых одна щека ― солнце, другая — месяц; одного оставляет (задерживает) в животе. Чăв. й. пур. 32. Çын ăшне кĕрсе витĕр тухас пек калаçнă. Своей речью он как бы проникал в самое сердце. Хыпар № 1, 1906. Мĕншĕн тесен ĕлĕкхи манахсем ăш хăпарса тухиччен ĕçлесе пурăнакансем... Так как прежние монахи, работавшие до упаду... || Экскременты. Хурамал. Чирлĕ лашанăн ăшĕ тухмасть. У больной лошади не выходит кал. || Начинка. Изамб. Т. Пелĕш ăшĕ, начинка пирожка. || Мякоть (арбуза, дыни, тыквы). Хыпар № 3. 1906. Ман умра, сĕтел çинче, пĕр арпус выртать, пысăк, илемлĕ: ăшĕ те хăйĕн хĕп-хĕрлĕ пулĕ. Передо мной, на столе, лежит арбуз, большой и красивый; вероятно, и мякоть у него красная-раскрасная. || Внутренность. Изамб. Т. Пăртак тăрсан, сасартăк чиркӳ ăшĕ тата ытларах çуталса кайрĕ. Немного погодя, вдруг внутренность церкви осветилась еще ярче. N. Ăш (шал енĕ), внутренность. || Подкладка. Ч.П. Канихвер камсулăн ăшĕ хура. У камзола из «канихвер'а» подкладка черная. Альш. Çĕлĕк ăшĕ; ăшă ăшлă çĕлĕк; карттус ăшĕ. Подкладка шапки; шапка с теплой подкладкой; подкладка фуражки. Ядр. Вăрман ăшпе(=ăшĕпе) вăтăр çухрăм каймалла. Нужно идти (ехать) тридцать верст лесом (внутренностью леса). Пизип. Вот вăлсем вăрман ăшĕпе пыраççĕ. Вот они идут (едут) лесом. || Употребляется в значении послелога. Регули 1109. Сăнăх-шне ӳкерчĕ. Уронил в муку. Торп-к. Çак мăкăра ăста ярас? тесе, итет, тет. Çын калать, тет: лашасам ăшне яр, тесе каларĕ, тет. Куда пустить этого быка? Человек отвечает: «Пусти в табун лошадей (к лошадям)». Ст. Шаймурз. Карап ăшĕнчен тухса, выйдя из корабля. Ал. цв. 2. Вăл чул кĕлет чул ту ăшĕнче. Этот каменный амбар — в каменной скале. В Якейк. гов.: катка-шне шу толтарнă, сĕт ĕшне тăвар янă (а не çине). Там же: корка-шне, чĕрес-ĕшне, хот-ăшне. Регули 1110. Вутă-шне хор. Çав вута хор. Клади в сено. Клади то сено. . 1112. Утсам вите шăнче (витере тăраççĕ). Лошади в конюшне (стоят в конюшне). . 1113. Хоран-шăнче (хоранра) вĕрет. В котле кипит. . 1114. Çак тоттăр-шне чăрка. Заверни в этот платок. . 1028. Виç контан вăрмана кайса. Виç кон иртсен, тăват кон-шăнче вăрмана кайса. Через три дня в лес отправился. По прошествии трех дней, на четвертый, отправился в лес. Ау. 219. † Пур, пур тăван ăшăнче, савнă тăван çавăччĕ. Среди всех родных он был самым милым моему сердцу. Богдашк. † Пурçăн чаршав ăшĕнче, мамăк минтер пулинччĕ. За шелковым занавесом была бы пуховая подушка. Альш. Çăв уйăхĕ çич уйăх, çичĕ уйăхăн ăшĕнче çитмĕл тĕслĕ кун килĕ. Летних месяцев семь; в течение семи месяцев будет семьдесят разных дней. || Ум, мысль, память; сердце. О заступл. Вăл сăмаха санăн виличченех хăвăн ăшăнта тытса çӳрес пулать, пĕр çынна та калас пулмасть. Это слово тебе нужно всю жизнь хранить в сердце (втайне), никому не надо говорить. Шурăм-п. № 3. Ятласа пăрахмасан, юрĕ те-ха, тесе, шухăшлать хăй ăшĕнче. Хорошо, если не обругает, думает (он) про себя. Ч.С. Эпĕ вăл каланă сăмахсене ăшра тытса çӳре пуçларăм. Все, что он говорил, я стал держать в уме. Ягудары. Вăл ман ăшăмра та çок. У меня и на уме-то этого не было. Панклеи. Йăвана кӳме ăша кĕре пуçларĕ. Иван стал вспоминать о повозке. Кĕвĕсем 81. Кĕмĕл çĕрĕ, ылттăн куç, пур-и ара аллăнта? Иксĕмĕр калаçнă сăмахсем пур-и ара ăшăнта? Есть ли у тебя на руке серебряный перстень с золотым щитком? Сохранилось ли у тебя на сердце все, что мы говорили с тобой? Арман-к. Чеб. у. Эп сана окçа памаллаччĕ. — Манса кайнă, вăл ман ăшăмра та çок. Я должен был тебе деньги. — Я совсем забыл об этом, и в памяти у меня нет (совсем запамятовал). || Придача. Абаш. Кона ăшне яр. Это дай на придачу. Йӳç. такăнт. 70. Ĕçкине ăшнех калаçнă ăна! Выпивка была сговорена сверх всего. Орау. Сана аллă хăяр анчах памалла та, аллă пĕр пулч; юрĕ, пĕри ăшне кайтăр (пусть пойдет не в счет). || Цив. Кукша ăшăнчен вилес пек кулса тăрат, тет, у. Плешивый едва удерживается, чтобы не расхохотаться во все горло. || Орау. Ăшне каяш сасси! Кунĕпе улать! Чтобы ему лишиться голоса!― целый день воет.

ăша хытă кĕнни

колотье в боку. К.-Кушки. Ăша хытă кĕрсе кайрĕ (напр., при кашле). Альших. Ăша хытă кĕчĕ (напр., çилĕ ӳксен, т. е. когда человека «поразит гнев ссорящихся» — порча, поражающая постороннего человека, если он случится при чужой ссоре). Требн. 1906 II. Ăша хытă кĕрет. Рук. календ. Прокоп. Тата пысăк çынсем ăша хытă кĕнипе асапланаççĕ. Еще взрослые люди страдают от указанного выше болезн. сост. Ст. Чек. Если после еды бегать, то ăша хытă кĕрет. N. Эпĕ çав кун кунĕпе ăша хытă кĕнипе аптăраса выртрăм. || Какая-то болезнь пищеварительного аппарата. Белеб.

ăшлă

имеющий внутренность. || Имеющий (то или иное) сердце (в псих. см.). БАБ. Эпĕ вăл арăмсем усал ăшлă тенине ĕлĕкех илтнĕччĕ. О том, что эти женщины злодейки, я еще раньше слышал.

ăш-чик тулни

тошнота. Чума. Вăл чирпе чирленĕ чух пирвай ăш-чик тулса çитет те, чĕре пит хытă тапакан пулать. Когда хвораешь этой болезнью, сначала появляется тошнота, потом начинает сильно биться сердце. || Злоба, ненависть. Беседы на м. г. Çавăн пек ĕлĕк Каин ăшĕ-чикки тулса çитнипе шăллĕне вĕлерсен, турă ăна канлĕ вырăн паман. Когда Каин убил брата из-за злобы к нему, бог не дал ему покою на земле. Изамб. Т. Ачана ĕрлеме калап-калап та, итлемест; ăш-чик тулса çитрĕ те, хĕнесе пăрахăрăм. Велел я мальчику, а он не слушается: я рассердился и побил. N. Пĕтĕм ăшĕ-чикки тулса çитнĕ унăн (от гнева). [Тюрл. Ăшна-чиккĕне мĕн толтарса çӳретĕн? Что ты злишься?] || Нервное расстройство, волнение. Конст. чăв. Эпĕ ăш-чик тулса çитнипеле нимĕн те калаймарăм; инке, сывă пул, тесе, чуп турăм та, куккапа пĕрле малалла утрăм. От волнения я ничего не мог сказать кроме: «Прощай, тетя!» — поцеловал ее и вместе с дядей двинулся вперед. Упа 742. Çав тĕрлĕ Аксеновăн ăшĕ-чикки тулса çитнĕ, хуть те халех хăна ху вĕлер. Аксенов так расстроился, что был готов убить себя.

ăшалан

поджариваться (в перен. см.), КС. Апат пĕçернĕ чухне хĕрарăм кăмака умăнче ăшаланать. Женщина во время приготовления пищи жарится у печки (ее бросает в жар). Истор. 47. Турккăсем вутри пек ăшаланнă: хăпаракан вырăссене штыкпа та тĕртсе янă, пăшалпа та персе ӳкернĕ. Турки поджаривались как в огне: наступающих русских они и штыками толкали, и из ружей в них стреляли. || Быть в жару. О сохр. здор. Çав вĕрине вăл хăш чухне виç эрнене яхăн асапланса, ăшаланса, выртать. Этот жар иногда держится у него около трех недель. Ib. 19. Вăл çын çапла ăшаланса пит час начарланса каять (при холере). Этот человек скоро от жара худеет. КС. Ун ачи пит йывăр выртать ăшаланса (в жару). || Беспокоиться, заботиться, гореть нетерпением; мучиться. Шел. 36. Вут çийĕнчи çĕлен пек ăшаланать вăл саншăн. Он беспокоится о тебе так, как мучится поджаривающаяся на огне змея. Чăв. й. пур. 18. Епле каям-ши? епле каям-ши? тесе, пит ăшалана пуçланă. Начал беспокоиться о том, как ему идти (ехать). Букв. 1904. Пĕрре çапла хĕн курса выртнă вăхăтра, эпĕ анне пит ăшаланнине сисрĕм. Однажды, когда (мать) лежала в таком мучительном состоянии, я заметил, как она страдала. Хыпар № 30, 1906. Ку архиерей чăвашсемшĕн тăрăшнине пĕлсе, пурте: курас-чĕ, тесе, ăшаланаççĕ. Узнавши, что этот архиерей много заботится о чувашах, все горят нетерпением увидеть его. Юрк. Ăшаланса кĕтсе тăраççĕ. С беспокойством ожидают его. || Торопиться, делать что-либо быстро. КС. Ыраша ăшаланса выратпăр. Жнем рожь быстро, торопливо. Альш. Вара хам тухам-ха, тесе, ăшаланса тухат, тет (торопливо выходит). Ib. Патша пӳртне кĕрет те, хай вăрă вăрланă-кайнă, тет. Патша часрах вăрă патне ăшаланса(= васкаса) каят, тет. Царь входит в дом, а тот вор уже успел украсть и уйти. Царь торопливо идет к вору.

ăшалантар

жарить, поджаривать. СЧУШ. Эпĕ хăйă тивертсе илтĕм те, тытăнтам хам тăшмансене ăшалантарма. Я зажег лучину и начал поджаривать своих врагов (тараканов). || Бить, лупцовать. Ч. С. Хайхи касак пĕр çын патне пычĕ те, эй, саламачĕпе ăшалантарать те çав, тепле çынни тӳссе тăрать! Пришел этот казак (стражник) к одному человеку, и давай его жарить нагайкой! Как только он терпел! Юрк. Хуçи те, лаши çапла час-час чарăннине кура-тăра, тытăнать аллинчи чĕн чăпăрккипе ăшалантарма. И хозяин, увидев, что лошадь постоянно останавливается, начинает ее жарить (бить) ременным кнутом, бывшим в его руках. || Торопить. См. хыпалантар. К.-Кушки. Ута каяс кун пычĕ, тет, ку çур-çĕртех Сатай Тиххăнĕ патне. Ак ăшалантарат: часрах каяр, тесе!

ăшă

тепло. Т. VI. 7. Ăшă ăмăшĕ, ăшă хаярĕ... Мать тепла, зло тепла (божества). N. Ăшă тăрать, стоит теплая погода. Н. Седяк. † Ял вĕçĕнчен шыв юхать — сивĕ те пулсан, ĕçмеççĕ; ял варринчен шыв юхать — ăшă та пулсан, ĕçеççĕ. У конца деревни течет вода но, хотя, она студеная, ее не пьют; по середине деревни течет вода но, хотя, она теплая, ее пьют. Бгтр. Ăшăпа сивĕ тавлашнă кун (Христоса хирĕç тухса илнĕ кун) ăшă пулсан, малалла ăшă пулать, теççĕ. Если в день, когда борются холод с теплом (в сретенье), будет тепло, то и потом будет тепло. N. Тата хăш вăхăтра, çав хĕвел ăшшинче çывăрнă чух, ăна кашкăр та тытат, тет. Иногда, когда он лежит на солнцепеке его и волк ловит. Шурăм-п. Вăл та ăшăпа аптранă. И он замучился от жары. КС. Ăша ăшă çаппĕр (согрелся). Нюш-к. Ăшша курса, юпăнч ил (тумтир тавраш, пӳркенмелли илме хушать). Глядя на тепло, бери покрывало. (Послов.). N. Нурăс уйăхĕ теççĕ, кун ăшă енне кайса, кун йĕпенсе тăнăран. Месяц нурăс называют так потому, что в этом м-це время идет к теплу, и становится сыро. Альших. † Кайрăм Пăла тăршшине, кĕтĕм вăрман ăшшине. Пошел на Булу (речка), зашел в тепло леса. Янбулат. † Порçăн тотăр поç ăшши, çак ен хĕрсем чон ăшши. Шелковый платок согревает голову, девушки этого края ласкают (согревают) душу. Сред. Юм. Ăшша хĕрĕнсе тохнă. Вышел, рассчитывая на тепло. Ib. Ăшша тохрăмăр. Мы вышли на тепло. т. е. дожили до тепла. Т. М. Матв. Ăшша çĕлен иленнĕ, теççĕ. К теплу привадилась змея. (Послов.). N. Спаççипă турра, ăшша тухрăмăр (дожили до тепла). || Жара. N. Чĕкĕнтĕре самай чечеке ларнă вăхăтра ăшă тиврĕ. Свеклу взяло жаром как раз в то время, когда она расцветала (так говорит хозяин). N. Эпĕ мĕнле ăшша та сивĕтетĕп, пĕр çухрăмран пĕçерекен ăшша та сивĕтетĕп. Я могу какое угодно тепло остудить; за целую версту я могу остудить самую горячую жару. Макка 202. Вĕсене сӳнтермесен, тыррапулла ăшă тивет, теççĕ. Если не потушить (огонь), то, говорят, хлеба возьмет жаром. Сала 305. Çинçере хуралт тăррине хăпарсан, тырра ăшă тивет, теççĕ. Если во время праздника «çинçе» влезешь на постройку, то, говорят, хлеба возьмет жаром. В. Олг. Ăшă (ŏжŏ) тисерчĕ(=тиврĕ). Жаром хватило (о хлебе). Регули 1059. Выльăх ăшăран ништа кайса кĕме пĕлмест. Скотина не знает, куда деться от жары. || Сила, внутренний жар. N. Пĕтнĕ ĕнтĕ (одряхлел), ăшши çук. Нет силы (у старика). || Лупцовка, verberatio. Завражн. Пĕрре, тытса, ăшă пачĕç. Пĕрре ăшă парам-ха! Раз поймали и задали лупцовку. Задам-ка раз лупцовку. || Теплый. Якейк. † Çак коккăрта çил ăшă; çил ăшă мар, хĕр ăшă: чон йоратнă хĕр ăшă. В этом углу теплый ветер; ветер не теплый, а девица теплая: сердечно любимая девица теплая. К.-Кушки. Турăран савăнăç ыйтатпăр, ăшă çумăрне пар, тесе. Просим у бога радости, чтобы он дал (нам) теплого дождя. N. Çуркунне хĕвел çӳлелле хăпарать те, кунсем кунсайранах ăшă та ăшă пулса пыраççĕ. Весной солнце поднимается высоко, и с каждым днем становится все теплее и теплее. О сохр. здор. Ăшă тумтир. Теплая одежда. N. Ăшăрах, тепловатый. Н. Карм. † Çак тăванусем патне салам ярсан, кăнтăрлахи ăшă çилпе яр. Если будешь посылать привет этим родным, то посылай его с теплым полуденным ветром. Орау. Ăшă çăккăра ватă çынăн та шăлĕ витет. Теплый хлеб и у старого человека зуб берет = теплый (свежеиспеченный) хлеб и старику по зубам. Ib. Паян ăшă тăман лаплаттарать анчах. Сегодня идет хлопьями сильный снег. Юрк. Эпĕ унта ăшă çĕрте-кăна çĕлесе ларăтăм; хуралла-мĕне шăнса çӳремĕтĕм. Я бы там сидел в теплом месте и не ходил бы в холод сторожить. || Шибач. Ăшă апат. Горячая пища. || Приветливый, сердечный, теплый, ласковый. Хурамал. † Чĕлхĕрсемех çемçе, питĕр ăшă, калаçассăм кисе(= килсе) тăрать-çке. Беседа ваша мягкая, лицо приветливое, так и хочется говорить (с вами). N. Аллăран курка памасан, ăшă (scr. ăшĕ) сăмахĕ пулинччĕ. Если и не даст из рук чашку, то пусть (у нее) было бы приветливое слово. Такмак. Авалхи йăлапа тухрăм туя. Ăшă питпе (ласково), тутлă чĕлхепе пире хапăл тăватра? По старинному обычаю вышел я на свадьбу. Примите ли вы нас с приветливостью на лице, с сладким словом? Якейк. Ăшă çын нумай та, но Якку амăш пек ăшă çын орăх топас çок (противоположное — сивĕ çын). Ласковых людей много, но ласковее матери Якова не найти. Янш.-Норв. Унпала нихăçан та ятлаçмаççĕ, ялан унпала ăшă сăмахне анчах калаçаççĕ. С ним никогда не ссорятся, всегда говорят с ним ласково. Юрк. Виç хутчен пит ăшă-кăна чуп туса илчĕ. Три раза поцеловала меня так мило. Альш. Ăшă сăмах, приветливое слово. N. Ăшă сăмахсем те кăлаççа илеççĕ. И поговорят приветливо. Якейк. Ырă кăмăллă, ăшă çын, добрый, ласковый человек. || Приятный. Бюрг. Ăшă ыйхăран çынсем вăранччăр. Пусть люди проснутся от сладкого сна. Юрк. Сыв пулса тăр халĕ. Ăшă хыпар кĕтсе юлакан тусă Ив. Юркин. Пока будь здоров. В ожидании доброй вести твой друг Ив. Юркин. Собр. 210. † Иртет ĕмĕр, иртетех ăшă ăйхăра курнă тĕлĕк пек. Проходит век, как приятный сон. N. † Пиртен ăшă хыпар çитсессĕн, çумăнти мăшăрна илех пыр. Получив от нас приятную весть, возьми свою жену и приезжай. || N. Ăшă пăрçа çитер. Угощать свинцовым горохом (ружейным огнем).

ăшăлантар

то же, что ăшалантар. Чебокс. Çавăнтан вара мана вĕлтренпе ăшăлантарни хăпара-хăпара тухрĕ те, эпĕ пĕр эрнене яхăн лараймасăр пурăнтăм. После того, как меня побили крапивой, у меня выскочили волдыри, и я целую неделю не могла садиться.

ăшăн

греться. Юрк. Сивĕре-мĕнте çӳресе, шăнса таврăнсан, пӳрте кĕрсе, кăмака çине улăхса ларсан, савăнса: эх! тет, эпĕ, патша пулсан, ялан çапла кăмака çинче ăшăнса-кăна ларăттăм! тет. Если он войдет в избу после того, как походит на холоде и озябнет, и залезет и сядет на печку, то говорит: «Эх! если бы я был царем, то всё сидел бы на печке и грелся!» N. Кунсем ăшăнса килнипе юрсем ирĕлме пуçлаççĕ. Благодаря тому, что дни становятся теплее, начинает (кругом) таять снег. Орау. Чӳрече куçĕсем ăшăна пуçларĕç те (при пожаре), пĕтĕмпе сехре хăпрĕ. Оконные стекла начали нагреваться, и я очень испугалась. Регули 364. Ăшăнмалла чопăпăр. Побежим, чтобы согреться. Ib. 330. Хăвар онта, онтах ăшăнакан. Оставь там, там же согреется. Т. Григорьева. Пӳртрен тĕтĕм тухмасăр пӳрт ăшăнмас, теççĕ. Пока из трубы не пойдет дым, изба не согреется. (Послов.). N. Ăшăнса, савăнса. || Гореть. Альш. Пĕр самантра 18 килĕ ăшăнчĕ. В миг сгорело 18 дворов. Орау. Ăшăнчĕç, сгорели, погорели. Ib. Пăхăр-ха мал енелле — пĕр ял ăшăнать (горит). Смотрите на восток — деревня горит.

ĕкĕр

реветь. N. Кунта килес-мĕн! тесе, ĕкĕрсе йĕнĕ. Плакал с ревом, приговаривая: «Надо было приехать сюда!». Чăв. й. пур. 27 Мана хурсан (назначат), эпĕ пĕтĕп! чикĕнĕп! тесе, ĕкĕрсе йĕнĕ. «Если меня назначат, то я пропаду, зарежусь!» Сказал и заревел.

ĕлĕк

(э̆л’э̆к, э̆л’э̆к’), раньше, прежде, в предыдущий раз. Толст. I―II, 29. Ĕлĕк эпир Хусан кĕпĕрнинче пĕр ялта пурăнаттăмăр. Ib. 82. Ĕлĕк пĕр кĕтӳçĕ пурăннă. Пазух. Ĕлĕк чух, сарă чух, ют кирлĕ мар, тăван, эс пур чух. N. Вăсем вăл вăрттăн тырă сутнине ашшĕнчен ĕлĕкех сиснĕ иккен. О том, что он тайно продает хлеб, они заметили еще раньше отца. Хыпар № 7, 1906. Хай манăн хаçетĕм эпĕ Мускава пыраччен пилĕк-ултă çул ĕлĕк тухнă. Оказывается та моя газета вышла лет на пять или на шесть раньше, чем я приехал в Москву. N. Ĕçлесе тавăрăнсан, ĕлĕк сапнă кăмрăкне тасатса, унăн вырăнне татах сапас пулать. По возвращении с работы надо очистить от прежнего угля и посыпать новым. Ала 29°. Çакăнта тоя килес тесе, виç кун ĕлĕк тапранса, аран килсе çитрĕмĕр. Чтобы приехать сюда на свадьбу, мы три дня тому назад тронулись и едва добрались. Ib. † Ах, кинçĕм, Анна пур, сана илес тиесе, виç çул ĕлĕк (?) кĕтетпĕр, N. Пумилкке тăваччен малтан, ик-виç кун ĕлĕк, сăра тăваççĕ. Дня за два или за три до поминок варят пиво. Чăв. й. пур. 19. Пĕр çйрĕм çул ĕлĕк Кушкăра пĕр питĕ паттăр, чăрсăр çын пулнă. Лет двадцать тому назад, в Кошках был очень сильный человек.

ĕлĕкрен

исстари, с давних пор. Истор. 143. Эпĕ ĕлĕкрен сирĕнпе пĕрле пурăнатăп. Я живу с вами исстари. Трхбл. † Сирĕнпеле сăмах пит килĕшет те ĕлĕкрен пĕрле ӳснĕрен. С вами у меня хорошо ладится речь, не знаю, оттого ли, что я живу с вами с давних пор.

ĕлĕкши кун

накануне. Изамб. Т. Ĕлĕкши кун, накануне. Сред. Юм. Õнччин ĕлĕкши кȏн-çиç (за день до этого) кайса килнĕ-чĕ-ха эпĕ ăсĕм патне, ȏн чохне пĕр сас-хора та çок-чĕ. || Вчера. Изамб. Т. Ĕлекши кун, вчера.

ĕмĕр-ĕмĕрлĕхе

на веки. Ал. цв. 15. Эпĕ сантан ĕнтĕ, сана чĕрĕллех çĕре пытарнă пек, ĕмĕр-ĕмĕрлĕхе уйăрлатăп, тет. Я расстаюсь с тобою на веки вечные. Псалт. 110,8. Унăн йĕркисем пурте тĕрĕс, ĕмĕр-ĕмĕрлĕхе тĕреклĕ.

ĕмĕрле

вековать. N. † Çичĕ те ютсем калаçма, хамăр тăвансем ĕмĕр ĕмĕрлеме. Чужие — побеседовать, а свои родные — век вековать. Хурамал. Çын каланă: манăн кун чухлĕ ĕмĕрлесе пĕр ывăл та çуралман, эпĕ хуйхăрманне кам хуйхăртăр? Человек сказал: «В течение всей моей жизни у меня не родилось ни одного сына; кому же печалиться, как не мне?» Хыпар № 15, 1906. Кашнийĕ вĕсем хăй вăхăтĕнче пĕрре çавăрăнса ĕмĕрлемелле; пĕр сехете те, пĕр минута та ни кая пулмаççĕ, ни маларах çавăрăнмаççĕ.

ĕмĕрте те

во век (не...), никогда (не...). Конст. чăв. Эпĕ вăсене урăх ĕмĕрте те килсе курас çук. Я к ним уже во век не приеду повидаться. Икково. Эсĕр она ĕмĕрте те корас çок. IЬ. Вăл она ĕмĕрте те корас çок.

ĕмĕт

(ӧ̌мӧ̌т', э̆мэ̆т), надежда. Макка 133. Мĕскенсем, ĕмĕтленнĕ ĕмĕтне çитсе кураймасăрах вилчĕçĕ. Бедные, умерли, не дождавшись исполнения заветных надежд. Сёт-к. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕт çитрĕ, эп каллях сирпа (= сирĕнпе) пĕрле. Надежда исполнилась, я опять с вами. N. Мала ĕмĕт пултăр, ырлăх-пурăнăç ытла-çемĕн ытла пултăр. Пусть будет надежда на будущее, и пусть благоденствие растет. Ст. Чек. Ĕмĕтӳ çавă пултăр! Пусть у тебя кроме этого (что ты показываешь, или чем хвалишься) ничего и не будет! (говорят проклиная). Ст. Яха-к. Пирĕн ĕмĕтленнĕ ĕмĕте çитер. Исполни нашу надежду. (Моленье). N. Мала ĕмĕт ту, надеяться. N. Ĕмĕтленмелĕх ĕмĕтне çухатнă çын. Человек, впавший в отчаяние. Ч. П. Ан мухтанăр сăнăрпа, ĕмĕтĕр юлĕ ун çине. Не хвалитесь своей красотой: при ней только и останетесь. Сир. 22. Хĕнхур çинче пурăннă чух, ырă пурăнăç ĕмĕте килмест. С. Ĕмĕт тунине ĕмĕте çитер. Приводи надежду в исполнение. (Из молитвы). N. Ăна кура пурне те ĕмĕт кĕчĕ. Благодаря ему, у всех явилась надежда. Шихаз. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтĕм те çитмер-çке! (= çитмерĕ-çке) тесе, макрать. Плачет о том, что не исполнилась его надежда. Б. Эсĕ унăн ĕмĕтленнĕ ĕмĕтне çитертĕн. Ты исполнил его надежду. Якейк. † Хорама пĕкĕ хуçăлчĕ, хора хĕр ĕмĕч хуçăлчĕ. Вязовая дуга изломалась, у черномазой девченки пропала надежда. Череп. Сирĕн мала ĕмĕт пулас. Кажется, у вас есть беременная женщина (или: будет ребенок). Пазух. Эсĕ мана пĕлетĕн-и? Мала ĕмет тăватăн-и? Эпĕ сана пĕлетĕп пĕрле пурăнар, теетĕп. Знаешь ли ты меня? Имеешь ли надежду на будущее? ― Я тебя знаю, рассчитываю жить с тобою вместе. Юрк. † Эсĕ мана пĕлетне? мана (sic!) ĕмĕт тăватна? ― Эпĕ сана пĕлетĕп, пĕрле пурăнар, тиетĕп. N. Ĕмĕтĕртен ан тайăлăр. Не отчаивайтесь. Шурăм-п. № 25. Нимĕн тума аптăранă енне юмăçа та кайса килеççĕ. Анчах хăйсен ĕмĕтне лăплантараймаççĕ. Икково. Ĕмĕтре пор-ха çанта каясси. Есть надежда пойти туда. Способность насытиться. Ст. Чек. Тăранаймастăн пулĕ ĕнтĕ, ĕмĕтне çинĕ! (говорят человеку, жадному на еду).

ĕмĕтлен

надеяться, рассчитывать; намереваться. Юрк. Çын туннине анчах ĕмĕтленсе çӳретĕн, ху тума тăрăш. Ты рассчитываешь только на чужой труд, старайся сам работать. Ала 56°. Çапла вара эпĕ, ĕмĕтленсе тухнă çĕре çитсе, ĕçе туса, киле таврăнтăм. Таким образом я добрался туда, куда намеревался, и, сделав дело, возвратился домой. IЬ. 2. Сирĕншĕн турăран сывлăх ĕмĕтленетĕп. Сывă пулăр. Надеюсь, что вы будете живы и здоровы. Прощайте! Хурамал. Вăл кĕнекесем пире пит тунсăх, çавăнпа эпĕ вĕсене тем пек ĕмĕтленсе тăратăп (я с нетерпением жду этих книг...). Юрк. Унтан кайран тутарсем пурте вилме ĕмĕтленсе çӳре пуçлаççĕ. После этого татары все начинают готовиться, надеясь на скорую смерть.

ĕмĕтсĕр

не имеющий нăдежды. Н. Яха-к. Турăран ырлăх килтĕр, шуйттан ĕмĕтсĕр пултăр, эпĕ ĕмĕтленни çиттĕр. (Моленье). || Жадный. Сред. Юм. Тăрана пĕлмен, нăмая хапсăнакан çынна ĕмĕтсĕр, теççĕ. СПВВ. МА. Ĕмĕтсĕр. Ай, ĕмĕтсĕр! Мĕн панипе тăранмастăн! Ах, какой жадный, не удовлетворяешься тем, что дают! То же выраж. в Сред. Юм. Изамб. Т. Ул ĕмĕтсĕрĕн куçĕ тахçан та тăранас çук. У него, жадного, глаза ненасытные. Такое же выраж. и у КС. Истор. Игорь пит ĕмĕтсĕр çын пулнă. Игорь был очень жадным человеком. || Пшкрт. Ним ĕмĕтсĕрек(к) хытланатăн. Работаешь без отдыха.

ĕмпӳ

(ӧ̌мбӳ, э̆мбӳ), царь. СПВВ. ТА. Ĕмпӳ = патша. Пшкрт. Э̆мбӳ, царь. НАК. Эпĕ хура-кĕсрери ĕмпӳ (патша), сăрланти ĕмпӳ патĕнчен киле тавăрăнатăп. (Слова киремети, сказ. встретившемуся охотнику). || Царство, государство. Якейк. Пирĕн ĕмпӳ çинче вăрман нумай. . Вăл орăх ĕмпӳ çине тарчĕ.

ĕнентеркеле

учащ. ф. от ĕнентер. Вино — яд. Эпĕ ĕлĕк çынсене хамах: сахал ĕçни пĕтĕм ĕмĕрте те сиен кӳрес çук, тесе час-часах ĕнентеркелеттĕм. Раныпе я сам иногда заставлял людей верить тому, что пить мало не принесет вреда в продолжение всей жизни.

ĕнсе

(э̆нзэ), затылок. ПУ. Пшкрт. э̆нзӓ , затылок. СПВВ. Ĕнсе (инсе). Упа 758. Вара хирĕç пыракан çынни хăй ĕнсине хыçса: чăнахах та мĕншĕн ыйтрăм-ши эпĕ? тесе, шухăшларĕ, тет, хăй ăшăнче (= ăшĕнче). Тогда идущий навстречу почесал затылок и задумался над тем, зачем он это спросил. Янтик. Эй ачам! ун пек, айăп çукран айăпласан, ху та ĕнсене (ĕнсӳне) хыçăн (хыçкалăн). Ах, милый, если бы тебя без вины обвинили, ты бы и сам почесал затылок. Альш. Путпула анса кайсан, ку ачан ĕнси хуçăлат та, çавăнтах вилет, тет. От падения в подполье у этого мальчика сломался затылок, и он тут же умер. Орау. Кай-ха ун патне, ĕнсерен парса, кăларса ярĕ. Пойди-ка к нему, он даст тебе такого подзатыльника (и выгонит)! IЬ. Ачана ӳкерсе, ĕнсине татса пăрахăн. Уронишь ребенка и сломаешь ему затылок. Изамб. Т. Ĕнсерен чишша кăларса яр. Дай ему подзатыльника, чтобы он вылетел. || Хорачка. Оны̆н э̆нзин'ӓ ларчы̆. Он получил убыток. Хыпар № 38, 1906. Хăшĕ банка (чит. панкка) парăмне тӳлесе пĕтере пырать, анчах çав вăхăтра ун ĕнси çине çĕнĕ парăм пырса ларать. Иной уже выплачивает долг банку, и вдруг в это время ему на шею наваливается другой долг. || Изамб. Т. Эсĕ ман ĕнсене кăшлатăн. Живешь на мой счет («гложешь мой затылок»). IЬ. Э, хура халăх ĕнси чăтат-çке! Вытерпит народная шея! Беседа. Ял ĕнси çинче пурăнакансем. Живущие за счет деревни (общества). || Микушк. † Хĕр чух эпир пурăнтăмăр выляса; татах выляс-чĕ çав вăйя, хуйхă пуснă ĕнсене (было: инсене). В девицах (т. е. в девичестве) мы жили играючи; поиграть бы и теперь в эти игры, да одолела тяжелая кручина. || . Ĕнсерен тăхăнтартни (подзатыльник). . Вăрççа, ĕнсерен чышса, кăларса яни (выгонка в толчки, в шею).

ĕнтĕ

(э̆ндэ̆, э̆н'д'э̆), теперь. Сред. Юм. Ĕнтĕ, теперь. || Уж, уже К.-Кушки. Унăн асапĕ иртрĕ ĕнтĕ санăн. Заботы об этом для тебя уже миновали. Сред. Юм. Ĕнтĕ ȏна та турăн (сделал и это) пȏлать, ĕлĕкхипе çитмен-чĕ! Еще этого не доставало! Изамб. Т. Анне кайнă та, час таврăнат-и ĕнтĕ. Мать пошла, да не знаю, скоро ли уж вернется. Регули 528. Парсам ĕнтĕ она. Дай уж ему. Ст. Чек. Халĕ ĕнтĕ вĕсем лайăх тăраççĕ. Теперь они уж хорошо живут. N. Эпĕ малалла çакăнти чăвашсен йăлисем çинчен калăп ĕнтĕ. Теперь уж в дальнейшем я расскажу о нравах и обычаях здешних чуваш. СТИК. Шав пӳртре ларса йăлăхтарат та пуль ĕнтĕ. — Ан та кала, чист йăлăхтарчĕ! Уж надоело, небось, сидеть дома? — Не говори уж, совсем надоело! Орау. Тулсам пула пуçларĕç ĕнтĕ. Изамб. Т. Ĕнтĕ эсĕ качча кайма ан шухăшла. Теперь ты уж не думай выходить замуж (говорит умирающий парень). IЬ. Каятăп ĕнтĕ, çитĕ, кун чул ларсан. Я уж пойду, будет — посидел (насиделся). Орау. Сана вăратмасп ĕнтĕ кĕрсе. Я уж не зайду (к тебе) и не буду тебя будить. СТИК. Ӳссе çитĕнчĕ-çке ĕнтĕ, ĕçе тума пултарат. («Говорят с радостью, что у них вырос сын или дочь и уже может работать»). Изамб. Т. Ваççа тете, ыраш парса яр-ха. — Нумай салатнă-ччĕ те ĕнтĕ. Кама кам пулмаст. Парас пуль çав. Дядя Василий, отпусти (в займы) ржи? ― Много уж я роздал... М. Тиуш. Юрри аванах та мар пулĕ те ĕнтĕ, çыратăп. Песня-то и не так хороша, (но) уж (ладно), напишу. IЬ. Атте мана хăвса кăларчĕ, нимĕн те памар(ĕ); çурт çавăраймарăм... Ах, турă!... Çапла ĕнтĕ те... мĕн тăвас тен! Отец меня выгнал, ничего не дал; я не смог выстроить себе дома... Господи!... Так-то уж оно так, но что поделаешь!.. || Я. Турх. Чăваш çапла ĕнтĕ вăл. Таково уж свойство чувашина. Хыпар № 9, 1905. Мĕне кирлĕ ку ĕнтĕ? Тĕлĕнеп эп çынсенчен! К чему уж это? Удивляюсь я людям! || Выражает побуждение, как русск. же. Унтан арăмне çиленнипе: лар ĕнтĕ, шуйтан! терĕ, тет. Потом, рассердившись на жену, он крикнул: «Садись же чорт!» Юрк. Ку çапла каçма хăранăран, тутар арăмĕ: мĕшĕн каçмастăн? каç ĕнтĕ, тет. Ку та ăна, хăй хăраса: каçмастăп, малтан ху каç! тет. Артюшк. Пырат та, лайăхрах чĕнет: часрах ĕнтĕ, тет. || Выражает недоумение, удивление. Сред. Юм. Ĕмĕр тăрăшнех çапла хĕн кȏрса ирттермелле-ши ĕнтĕ ман? Неужели мне придется провести всю жизнь в таких страданиях? Руфь I, 19. Ноеммин пулать-и ĕнтĕ ку? Это Ноемминь? КАЯ. Эпĕ: ха, куçа çӳпĕ кĕч-и ĕнтĕ? тесе, куçа калах хупкала пуçларăм (что, неужели в самом деле в глаз соринка попала?). Тораево. Ку çăвара тĕкĕнмесĕрех анса кайри (= кайрĕ-и) ĕнтĕ? тесе калать, тет. Неужели он проскочил в горло, не задев рта? || Иногда выражает решительное утверждение или отрицание, также и в вопросе. Янтик. N. Каяп-каяпах ĕнтĕ çапах. Все таки я уже поеду, во что бы то ни стало. Хыпар № 45, 1906. Хирте хĕрсе ĕçленĕ вăхăтра тĕрмере ларасси çăмăл мар ĕнтĕ вăл. В то время, когда жаркая работа в поле, сидеть в тюрьме не так уж легко. Ч.С. Эпĕ ăна малтанах: апла пулмĕ ĕнтĕ (не правда, чай), теттĕм, ĕненместĕм. Я сначала не верил этому, полагая, что это не так (здесь ф. буд. вр. придает оттенок сомнения). Алекс. Вара кăвак çӳçлĕскер калар(ĕ), тет: вăт çавă ĕнтĕ, тенĕ. Тогда седоволосый сказал: «Вот он-то самый и есть.» Собр. Ăстарик çавна илтсессĕн, ӳксе макăрса каланă: ку хам пĕлменскерсем çаксем пулнă пулĕ ĕнтĕ! тенĕ. Услыхав это старик с рыданием воскликнул: «Должно быть это (и) были неведомые мне (дети!)». . Ку кам ачисем? тесе ыйтнă. Карчăкки каланă: ку ачасем пирĕн ĕнтĕ, пире кăсене турă эсĕ килеччен пачĕ, тенĕ. (Он) спросил: «Чьи это дети?» — Старуха ответила: «Эти дети наши, нам их принес, пока тебя не было дома, бог». Цив. Ашшĕ ыйтрĕ, тет: мĕскерле пулчĕ ĕнтĕ? тесе каларĕ, тет. Отец (его) спросил: «Ну, как же было дело?» Торп-к. Пике тухрĕ, тет те: эс, Хăрхăн, манăн кĕпене ма тăхăнтăн? Эп сана хам кĕпене ма парăп ĕнтĕ? — эсĕ кулатни-мĕн манран? тесе каларĕ, тет. С-Устье. Арăмĕ: ускăн тиха пур çинче (раз есть) акар йăттипа мĕн тăвăп ĕнтĕ? тесе калать, тет. || Же. С. Столпник. Ку мĕскер пулать ĕнтĕ? Что же это значит? КАЯ. Эпĕ: мен пулчĕ ĕнтĕ кăсене? тесе, анаталла мĕн пур вăйпа чупма пуçларăм. || Вот (в рассказе). БАБ. Пырса кĕретпĕр ĕнтĕ. Пӳртре туллиех çын ларат. Вот мы входим. В избе полно народу. Цив. Ну, аслă ывăлĕ кайрĕ, тет те, ларат, тет. ĕнтĕ. || В песнях служит для заполнения недостающих слогов. Янтик. † Ĕнтĕ хĕлĕх çинçе, хĕлĕх çинçе, хĕлĕхрен те çинçе çиппĕм пур. N. † Вуниккех те вĕлле, ай, хуртăм пур, анчах пĕри уйăрмантан ĕнтĕ, ай, ӳпкем пур. У меня есть двенадцать ульев пчел, только досадно, что одна семья не роится. Альш. † Ĕнтĕ улма çирĕм, улма çирĕм, хупписене ăçта та хурам-ши? Н. Изамб. † Ĕнтĕ сарă утçăм, сар çилхеçĕм, сарă ука шел мар çитлеме. Альш. † Ĕнтĕ тăванăмсем-çунатăмсем, тата тепре куриччен йĕр те тӳс.

ĕнчĕ

(э̆нζэ̆), жемчуг, жемчужина. Ой-к. Мамăк тӳшек çинче ĕнчĕ пĕрчи выртĕ? (Юр çинче сивĕ чухне йăлтăртатса юр выртни). СПВВ. ПВ. Ĕнчĕ (?). Вопрос в оригинале. Каша. Ĕнчĕ ― дорогой камень, жемчуг. СПВВ. † Эпĕ каймăттăм пасара, ĕнчĕпе мерчен йыхăрат (зовет). Ч.П. Шурă Атăл тĕпĕ шурă ĕнчĕ, ăсайса илес-чĕ; ăскăç çук. Собр. † Чупрăм-антăм шыв хĕрне, çерçи валли вак касма, çерçи куçĕ ĕнчĕ куç, эпир каяс ача кăвак куç. || Перламутр. Н. Седяк. Ст. Чек. Ĕнчĕ, перламутр. Его наскобленным (хырса) порошком лечат глаза. Н. И. П. Ĕнчĕ тӳмме (пуговица) питĕ çутă пулат, шуррăн-кăвакăн курăнса тăрат. Ăна, хырса, ялхах (темная вода) илнĕ куçа яраççĕ. Н. Карм. Ĕнчĕ, перламутр; ĕнчĕ тӳме, перламутровая пуговица. Ст. Семенкино. Ĕнчĕ ― перламутр. Буин. Ĕнче (sic!), маленькая пуговица для рубашки. Стюх. Ĕнчĕ, перламутр. IЬ. Ĕнчĕ тӳмми, перламутровая пуговица. || «Бисер». Альш. Ĕнчĕ — бисер. IЬ. † Ĕнчĕ пушмак (вышитые бисером?) шур чăлха. Хурамал. Ĕнчĕ сарăрах пулать, пĕтĕм тенкĕрен çӳхерех пулать. IЬ. † Аслă шыва кĕтĕм: ăшăк, тесе, ĕнчĕ куçлă çĕрĕ пур, тесе. Из этого и пред. примеров видно, что первоначальное значение слова в Н. Кармалах уже забыто.

ĕрет

(э̆рэт, э̆рэт'), ряд; порядок; строй; лад. N. Икĕ ĕрĕтĕн тăчĕç. Встали в два ряда. Ч.С. Тата алăк патне çуртасем ĕречĕпе лартса тултарчĕç (при похоронах). Ходар. Пӳрте кĕрсессĕн, пурте ĕречĕпе сак çине ларса тухаççĕ. Пурте пĕр ĕрет виçшер курка ĕçсен, кĕслеç кĕсле калама тапратать. Войдя в избу, все садятся на нары в ряд. Когда все они один за другим выпьют по три ковша за раз, гусляр начинает играть на гуслях. Юрк. † Хрантсуски тутăр кĕçĕнтерех, унăн хĕрри виç ĕрет (с каемкой в три полоски). || Ряд (порядок) домов. Юрк. Çурчĕ çав ĕретрех, виç-тăват кил урлă-кăна. Его изба в том же порядке, всего через 3―4 двора. || Очередь, черед. Альш. Ĕнтĕ вăталăххине ĕрет, тет, сыхлама кайма. Хыпар № 31―2, 1906. Нумайлăха мар, çапах та тӳс! Санăн та ĕрет çитĕ. Не надолго, потерпи! И твоя очередь придет! Ст. Чек. Ĕрет тивĕрĕ (sic!), дошла очередь. Ст. Ганьк. † Ĕççе пар та яра пар, юлашкине ĕрете яр. Юрк. † И, ĕççе пар; тăван, ай, яра пар, юлашкисем юлсан, ĕретрен яр. IЬ. Ун чухне пире ĕрет çитмес, тесе, хăварчĕçĕ. В то время нас оставили, ссылаясь на то, что (до нас) не дойдет очередь. Макка 169°. † Ыр ут килет ыткăнса, ыр çын килет асăнса: тулли курка тыттарăр. Тулли курка ― тав сире, ытармалла мар сире. Ĕçе пар та, яра пар, юлашкине ĕрете яр. Мчится хорошая лошадь, (на ней) едет добрый человек, нарочно (с целью навестить нас). Наливайте ему полный ковш. Приветствую вас полным ковшом, вы очень милы моему сердцу. Выпей, и больше ничего, а что останется, передай гостям по порядку. || Поочередное взаимное угощение, устраиваемое чувашами во время праздников. Гости, посещающие дом в силу этого обычая. Изамб. Т. Эпĕ çывăрса тăнă çĕре пыстете (= пысăк тете) ывăлĕ ĕрете чĕнме килнĕ. Атте: ĕрет хамăр патăртан пуçлăпăр, тетӳсене чĕнсе кил ĕрете, терĕ. Эпир хамăр ĕрет пуçласшăн-ччĕ, терĕ пирĕн атте. Ул çапах пирĕн атте-аннене хăйсем патне ĕрете илсе карĕ. IЬ. Анчах хамăр патăра ĕрет пынине куртăм та, часрах киле чупрăм. IЬ. Раштавра хамăр пата ĕрет пырсан (когда к нам пришли гости, обходившие из дома в дом), пăртак сăра ĕçтеркелерĕç. Çавăнтан тата çĕнĕрен чирлерĕ. IЬ. Ĕрет килсе кĕрсен, эпĕ пуринпе те Христус-вускрес турăм. Вил. йăл. Вăл кун вара каçчен мун-кун йĕркипе ĕрет туса ĕçкĕ-çикĕ тăваççĕ. N. Çапла çĕрĕпе, ăратнере ĕрет тухачченех, хывса ĕççе-çисе çӳреççĕ. Богдашк. Т. Пĕр каçхине псаломщикĕ рекрутсемпе ĕрет туса ĕçсе çӳренĕ те, кун патне те каймалла пулнă. || Соблюдение порядка (в обряде). Сиктер. Çапла ĕретне туса çитерсен, ĕçсе çиме тытăнаççĕ.

ĕретлĕ

порядочный, как следует. N. Ĕретлĕ — порядочный (пӳлĕм). || В качестве наречия. Ч.С. Эпĕ, саккăра çитсен, уччилнике кайрăм. Анчах ман вăл малтанхи çул ĕретлех иртерсе пулмарĕ: ăçта хам чирлеттĕм, ăçта çемьесем чирлесен каяймастăм. Когда мне усполнилось восемь лет, я пошел в училище; но в первый год мне не пришлось как следует учиться: то сам хворал, то кто-нибудь в семье, ― и приходилось оставаться дома. Хыпар № 43, 1906. Çак турă маннă тĕнчене 25 çултанпа закон улăштарас, патшалăх йĕркине урăхла тăвас, тесе, тăрăшакан çынсене, сутсăр, ĕретлĕ айăпне пĕлмесĕр, хăвала-хăвала е иле-иле кайрĕç. Всех тех, кто, за (эти) 25 лет, стремился к перемене закона, к улучшению государственного строя, без суда и следствия, не разбираясь как следует в виновности, прогоняли или уводили в этот забытый богом мир. N. Халь мĕн чечекĕ, ĕретлĕ сарăлса ларакан чечек çук, ― пурте ĕнсе кайнă. Какие теперь цветы, ни одного порядочного цветка нет, все выгорели. Юрк. Çӳçĕсем унăн пăртакçĕ кăвакарайнă, ĕретлĕрех шуралса та çитеймен. У него волосы лишь слегка поседели, но далеко не побелели. N. Мана паян ĕретлĕ те çитермерĕ, тата пĕр тумлам шыв та памарĕ. Меня сегодня и не накормил как следует, и ни одной капли воды не дал. Юрк. Эпĕ сана авă пĕр кун вутă турттаракансенчен ыйтса пĕлме хушрăм, эсĕ ăна та ĕретлĕрех ыйтса пĕлеймерĕн. Намедни я велел тебе распросить тех, кто возил дрова, но ты и этого не мог как следует сделать.

ĕрĕх

(ӧ̌рӧ̌х, э̆рэ̆х), испугаться и броситься (о животном). КС. Лаша ĕрĕхсе карĕ. Лошадь (испугалась и) пустилась вскачь. М. П. Петр. «Ĕрĕх — взбеситься, разъяриться». Ч.С. Çапла хăракаласа пырса, ман лаша ĕрĕхрĕ-карĕ, хам эпĕ: халь ӳксе вилĕп, тесе, анчах пыратăп. Тюрл. Лаша ĕрĕхсе (или: тулласа) карĕ. Лошадь испугалась и понесла. Изамб. Т. Лаша ĕрĕхсен, чармалла та мар. Если лошадь понесет, то ее и не остановишь (трудно остановить). Ст. Чек. Ĕрĕхсе карĕ, çĕкленсе карĕ. || Быстро побежать. Якейк. Эпĕр килтен тохрăмăр та, шыльăка ĕрĕхрĕмĕр (чопрăмăр). Мы вышли из дома и побежали на свадьбу.

ĕрчеттер

понуд. ф. от ĕрчет. НТЧ. Выльăха-чĕрлĕхе ĕрчеттер. (Хĕртсурт пăтти). Кратк. расск. 6. Эпĕ унта санран аслă халăх ĕрчеттерĕп.

ĕçлĕхсĕр

ленивый, не работящий. КС. Сред. Юм. Ĕçлĕхсĕр тесе ĕçлес килмесĕр таçта тарса çӳрекен çынна калаççĕ. || Лень. Орау. Ку хушăра (за это время) пĕтĕмпех ĕçлĕхсĕре ертĕм-ха эпĕ (я обленился).

ĕç

(э̆с'), пить. Юрк. Ĕç те тух, пăхса ан тăр (так объяснял один назв. курорта Ессентуки). Ст. Ганьк. † Ĕçе пар та яра пар, юлашкине ĕрете яр. Ч.П. Сирĕн ĕçессĕре кам пĕлмест. IЬ. Эпир тăвансемпе ĕçнĕ-çинĕ чух, унта çичĕ ютсенĕн мĕн ĕç пур? О сохр. здор. Тата тепри трахтирте темиçе хут та чей ĕçе-ĕçе, тухса кайнă. Другой, во время чаепития, выходил из трактира несколько раз. Юрк. Ĕçессĕм килмест, эпĕ ĕнер-кăна килте чей ĕççеттĕм. Пить не хочется, я только вчера пила дома чай. Посл. 81, 11. Мĕн паянхи кунчченех (до самого сегоднешнего дня) эпир ĕçнĕ-çимен, тумланнă-тумланман çӳретпĕр. Микушк. Ăна та кала пĕлмесен, çиччĕ те пиллĕк ĕçмелле. (Савăш курки). Регули 28. Ку квас ĕçмелле. Этот квас годен для питья; его пить можно. IЬ. 38. Ĕçмелли квас пор онта. Там есть квас, годный для питья. . 55. Ку квас ĕçмеллех мар. Этот квас не вполне годен для питья. . 64. Ку кваса еçмеллĕх исе килмен, çима (çималăх) исе килнĕ. Этот квас принесен не в таком количестве, чтобы его пить, а (только) для еды. Здесь причастие на «малăх» имеет в виду количество предм. Ч.П. Ĕç куркăна ĕçмелле. Пей (твой) ковш как следует (до дна). Орау. Халăх юнне ĕçсе (ĕмсе) пурăнакан çын хăй ĕмĕрне çитсе вилимаçть: халăх сăмахĕ турпас мар. Уфим. Вĕсен ĕçесси (ĕçес, ĕçессисем) килет. Им хочется пить. Орау. Ĕçессӳ-çияссу çук, таккулăх анăратан. Пить и есть не будешь, только попусту надоедаешь. Собр. 10°. Ĕççе çитнĕ, тек ĕççе капан тăвас çук. Будет пить (т. е. больше не надо пить), постоянным выпиванием стога не смечешь (т. е. ничего хорошего не добьешься). . † Авăрлă куркан аври ылттăн, ĕççем-и, тăванçăм, кĕпӳ ылттăн! || Пьянствовать. КС. Пĕр май ĕççе çӳрерĕ (или: ĕççе пурăнчĕ). Все пьянствовал. N. Ĕçсе-асса çӳремеçт. Не пьет, не развратничает. Абаш. Ĕçмеллех ĕçрĕм. Я как следует выпил.

ĕçмехлен

(из ĕçме хăтлан?), пытаться пить. Упа 601°. Çав ачана авлантарнă чух та эпĕ пур-ччĕ; мана пĕр курка пачĕç те, эпĕ, ĕçмехленсе, пĕтĕм сухала йĕпетсе пĕтертĕм, анчах çăвара пĕр тумлам та каймарĕ.

ĕшне

поляна. М. П. Петр. Ĕшне, поляна среди леса. Бугульм. † Хура вăрман касрăм, ĕшне турăм. Ядр. † Тонкăлтăк сасси (звон кутаса) ĕшнере, хура хĕр сасси хура пӳртре. Сунт. № 1, 28. Хитре ĕшне варринче тĕмĕ ларать сарăлса. Ч.П. Аслă ĕшнере ут çулаççĕ. А. П. Прокоп. † Ĕшне утисене çулăттăм, кăткă йăвисенчен хăратăп. Яргуньк. Çав вăрманта, пĕр хитре ĕшнере, хитре улмуççисампа хитре çырласам курчĕ, тет. Сунчел. Ĕшне-кăна, ĕшне сĕм вăрмантан тухаймарăм эпĕ çул çукран. Ялюха М. Аслă ĕшне, Çарăк ĕшни, назв. полян. Девлизерк. Ав çавăнта, ĕшнере, Алексантăр писсăр килнĕ те, çĕр çинчи пур кайăксене çырса, Москвана (т. е. Мускава) ярать. || Назв. леса. Макка 91°. Ĕшне тиекен вăрманта çырма пур.

явăн

(jавы̆н), виться; обвиваться. Йывăç явăнса ӳсет. Дерево растет завитушкой. Икково. Хăмла шăччă тăрăх явăнса çитĕнет. Алших. Хăмла шерте (шалçа) тăрăх явăнса ӳсет. Сл. Кузьм. I, 16. Вĕсен ĕçĕ кантăра пек явăнса пырать. У них дело идет как по маслу. К.-Кушки. Мăйне çĕлен явăннă (или: яваланнă). IЬ. Курăк йывăçа явăнат. Альш. † Ĕнтĕ çил çаврăнат, çил çаврăнат: çĕмĕрт çеçки хăвана явăнат. Бурунд. † Çĕр çырлисем пиçеççĕ хĕрелсе, тĕрлĕрен пĕр курăка явăнса. Клубника поспевает, рдея, обвиваясь вокруг разных трав. Чураль-к. Шучă тăрăх явăнакан хăмла путранки мар-и çав? Ура явса выртакан пирĕн варлисем мар-и çав? Н. Тим. † Явăна-явăна выртакан, пĕрлĕхен аври мар-и çав? Сред. Юм. Ирхĕне, вил-шыв (у др. сывлăм) укеччин, утă торттарсан, ȏ, явăнса, вĕрен пик пȏлса пырать (вьется как веревка). Юрк. † Хĕвел тухат, сарăлат, улма йывăç çине явăнат. || О пламени. ЧС. Çӳлте хĕм явăнать анчах — хĕп-хĕрлĕ, тастан (= таçтан) та курăнать пулĕ. Вьются в выси искры, красные-раскрасные; должно быть, далеко видно. [IЬ. Пушар йĕри-тавра çынсем явăнаççĕ анчах. Около пожара вьются люди]. Сред. Юм. Вăт (= вут) явăнать анчах. («О сильном пламени, когда кажется будто оно вьется»). || О течении. ЧП. Хура шыв юхат явăнса. Янш.-Норв. † Шывĕ юхат явăнса, хумсем çапаççĕ хĕрнелле. А. П. Прокоп. † Атăлсем тухат (юхат?) явăнса. Дик. леб. 36. Акă тинĕс хумĕсем, ывăна пĕлмесĕр, пĕрин хыççăн пĕри явăна-явăна пынипе темĕн тĕрлĕ хытă чулсене те тип-тикĕс якатаççĕ. || Об облаках. Дик. леб. 40. Хура тăхлан тĕслĕ хăрушă хум пек пулса, вĕсем явăнса шуса пыраççĕ. IЬ. 56. Çӳлте явăнать хуп-хура пĕлĕт. Наверху вьется черная туча. || О пыли. Сказки и пред. чув. 22. Тусан пырать явăнса. Пыль вьется. || О грязи. Сред. Юм. Çăмăр çуни халь те типмен, пыльчăк ȏрапана явăнса пырать (грязь навивается на колеса). ||О медленном, величественном движении солнца (так толкует КС.). ЧП. Хĕвелсем тухат явăнса. || О колосьях, которые клонятся от тяжести в разные стороны. Ст. Чек. Явăнса ӳсет ыраш (= вăйлă ӳсет). Колосья ржи от тяжести клонятся в разные стороны. || Виться (о птицах и т. п.). Сказки и пред. чув. Ялĕсем çинче кайăк явăнать. Над их деревнями вьются птицы. Толст. III-IV, 122. Вăрăм-тунасем явăнса вĕçсе çӳреççĕ, сĕрлеççĕ. Комары вьются, летают и жужжат. N. Икĕ ангел, икĕ архангел вĕççе килеççĕ пирĕн чуншăн, явăнаççĕ пирĕн çылăхшăн. || Увиваться (с какою-либо целью). КС. Сир. 27. Кам ăслăлăх çурчĕ таврашĕнче явăнса çӳрет, çавă унăн çурчĕ çумне пăта çапса тĕреленет. Якейк. † Эпĕ лартас хĕр панче упа-кашкăр явăнать. Около девушки, которую я хочу посадить (чтобы покатать), увиваются волки и медведи (дикие звери). С. Хорчка пек явăнса çӳрет. Вьется как ястреб. Тоже и о животных. Якейк. † Пирĕн çол çийĕнче корак-çăхан явăнать, эпĕр лартас хĕр панче ялти ача явăнать. (Песня на масленице). КС. Курак-çăхан виле таврашĕнче явăнса çӳрет. Сновать (в переносн. зн.). Ст. Яха-к. Эсир кунта питех явăнса ан çӳрĕр (не толпитесь). Сказки и пред. чув. 75. Ярăнтарса явăнса, шăпăр кĕвви ташлатать.

явăçтар

понуд. ф. от гл. явăç. М. И. Петр. «Явăçтар ― способствовать сожительству». Карсун. † Эс таста-ччĕ, тăванçăм, эп тастаччĕ) торри явăçтарчĕ пĕр çĕре. Мы были, родимый, далеко друг от друга, но судьба свела нас вместе. ЧП. Эсĕ таçта-ччĕ, тăван, эпĕ таçта-ччĕ, явăçтарчĕ турă пĕр çĕре. Юрк. † Çакă ялти çĕр-шывра явăçтарман ача юлмарĕ, кивĕçмен (sic!) сарă хĕр пĕтмерĕ. В этой доревне не осталось ни одного парня, которого я не привадила бы к себе, и без конца было девиц, ревновавших ко мне.

явкалан

(jавгалан), учащ. ф. от гл. явкала, виться; увиваться; вертеться. Ст. Чек. Çĕлен явкаланса çӳрет. Змея извивается. Яргуньк. Хайхи çĕлен çĕвĕç мыйне(мăйне) явкаланса ларчĕ. А змея-то обвилась вокруг шеи портного. Ч.С. Унăн çилхи вăрăм, явкаланса çĕрех аннă-ччĕ. У нее (лошади) длинная грива, (которая), извиваясь, доходила до земли. N. Ун тымарĕсем чул куписем ăшне явкаланса кĕреççĕ. Корни его (растения), извиваясь, проходят в кучу камней. Орау. Вĕшле пек явкаланса çӳрет. Ердово. Ăçта пăх, пур енелле те, хура çĕлен пек хуралса юлнă çулсем явкаланса чăсăлса(= тăсăлса) выртаççĕ. Куда ни посмотришь, во все стороны тянутся, извиваясь, почерневшие дороги, точно черные змеи. ХЛБ. Ытла типĕ пулсан, муклашкасем явкаланса (sic!) пырса (катясь вместе с бороною?) ванмаççĕ. || Кривляться, кокетничать. || Идти переваливаясь (о длинном человеке). КС. Явкаланса пырать, идет вихляясь (гов. о верзиле), такого человека зовут явкаланчăк. IЬ. Явкаланса ут, идти переваливаясь (о длинном человеке). || Увиваться. Толст. Вăл чашкă таврашĕнче тек явкаланса çӳренĕ. Он все вертелся около блюда. || Вертеться около кого или чего-л. Сред. Юм. Ни ȏтаймас, ним тумас: ман ȏмра явкаланса пырать хăй. || Или где-либо (с какой-то целью). Якейк. Явкаланса çӳрет, тесе, пĕр-пĕр япала илесшĕн çын патне час-час пынине калаççĕ. IЬ. Çав тем явкаланса çӳрет конта, мĕн-те-полин кирлĕ полмалла мантан. Сред. Юм. Мĕн ман таврашра явкаланса çӳрен çак эсĕ пĕрех-май? Что ты все вертишься, (вьешься) около меня? IЬ. Пĕр-май ман таврашра явкаланса çӳрет. Постоянно вертится около меня. || Не сидеть покойно. Рак. Мĕн явкаланса ларан, тенкеле çĕмĕртĕн вĕт! Что ты вертишься, сломал ведь стул-то? || Якшаться, водиться. Ивановка. Хай шкула çӳре пуçласан, эпĕ пĕр-маях вырăс ачисемпе явкаланса çӳрерĕм, çавăнна пĕр хĕл каçнă çĕре чилаях вĕренкелерĕм. Как только я начал ходить в школу, то постоянно вертелся среди русских мальчиков, поэтому в течение зимы порядочно научился (говорить по-русски).

яка

(jага), гладкий; гладко; скользкий; скользко. См. якла, яклака, яклашка, яп-яка. Зап. ВНО. † Йăкăш-йăкăш шумашкăн урай яка пулин-ччĕ. Никит. † Алкум вĕçĕнче яка пăр, нумай çынна ӳкерч пуль. Рак. Пит яка сысăп ĕнтĕ, çамартапа кулач (булка) анчах çисе выртап. N. Паян яка. Сегодня скользко. || Глазурь. N. Кăкшăмăн яки пĕтнĕ (облезла). || В переносном значении = нет. С. Кăсья тĕпсем яка полĕ-ха; кăсйинче полсан, илĕ-ччĕ те. Видно, в кармане пусто; если бы было в кармане, то купил бы. Сред. Юм. Кăçал вăрманта кăмпа нăмай, кăмпа нăмай, теççĕ; эпир каяппăр­ — яп-яка та çап-çут (нет ничего). Янтик. † Çав Ысампаль хĕрĕсем каять, каять, каяймасть. Каять-и-ха, каймичи (каймĕ-ччĕ-и?), арчи тĕпĕ якарах (видно дно сундука, т. е. в нем пустовато). Байгул. † Хĕрне парса илĕччĕç, карман тĕпсем якарах (в кармане пусто). Н. Байгул. † Пĕчĕкçех лаша тур лаша сĕлĕ парса сĕлĕ çимес; сĕллине парсан, çийĕ-чĕ, пӳлме тĕпсем якарах. || Нарядный, нарядно. Сред. Юм. Ай-ай, эсĕ питĕ яка çӳретĕн! Как ты нарядно ходишь! IЬ. Пит яка çӳрет. Ходит очень нарядно. Истор. Çи-пуçне ялан яка çӳретесшĕн пулнă. Хотели постоянно водить его нарядным (т. е. одевать нарядно). Яргуньк. Эпĕ çак ачана ĕçлемесĕр-тумасăр, тутлă çиса, яка тумланма (наряжаться) вĕрентес тетĕп, терĕ, тет (она). || Гладко, в перенос. смыс. Хыпар № 33, 1906. Школасенче мĕне вĕрентмелли, яка вĕрентмелли çинчен вăл программа çинчех нумай каламан.

ял

(jал), селение (деревня, село). Б. 13. Ялта çерçи вилмест, теççĕ. Говорят, что в деревне не умирает воробей (с голоду). Альш. Элшел пĕчĕкçех мар ял: çĕр çитмĕл киле яхăн пур-тăр ялта. Альшеево не маленькое селение: в нем, пожалуй, около 170 дворов будет. Янорс. Ку хăш ял? тесе ыйтрăм та аттерен, ку Шĕнер, терĕ. Какая это деревня? — спросил я у отца. — Шинерь, — ответил мне он. Вишн. 71. Ялтан анатарах çырмара кĕпе çума, лаша шыва кӳртме юрать, анчах çынсем ĕçме илекен вырăнтан аяларах каяс пулать. В реке ниже селения можно полоскать белье и купать лошадей, только нужно спускаться ниже того места, где люди берут воду для питья. IЬ. 70. Ял тулашĕнчи çăлсене тасарах туса... Колодцы, находящиеся вне деревни, сделав чище... Епир çур. çĕр-шыв. 16. Сирĕн ял мĕн ятлă? Ялĕнче миçе урам? Орл. II 350°. Аслă ялтан кĕçĕн яла туй килет. (Кăвар туртни). Из большого селения в малое едет свадебный поезд. (Загребание жара). А. П. Прокоп. † Ай-ай, ялсем, хамăр ял! Мĕнле ытарса каяр-ши? Регули 741. Ял витрĕ (sic!) чопса кайре. Пробежал через деревню. IЬ. 632. Пĕр ача, пирĕн ялти, çак хота исе килчĕ. Юрк. Хăйсем ялĕ çыннисем, incolae vici eorum. IЬ. Карачăмне курсанах, хăйсем ялĕ çыннисем, пурте ун майлă пулса, ăна кала пуçлаççĕ... Ст. Айб. Ял йытти ял енеллех вĕрет, теççĕ. Деревенская собака лает в сторону той же деревни, откуда она. (Послов.). Сред. Юм. Ялти яшка яклашка, килти яшка тĕклешке, тесе, çын панче çинĕ апат тутлă пик туйăнать, килти тутлă мар пик туйăнать, тессине калаççĕ. Регули 1269. Ял сирен (чит. серен) воншар çын тăратрĕç. С каждой деревни представили по десяти человек. IЬ. 655. Порте кусам пирĕн ялтан. Все эти из нашей деревни. Ильм. Ют ялта. В чужой деревне. Ала 89. Как ашшĕ тухса каять ял çине çӳреме, килте унăн арĕмĕ ачисене хĕнеме тытăнать. Как только отец уйдет куда-нибудь («по деревне»), жена его начинает бить детей. Мусирма. † Ял-ял витĕр килтĕмер пуян çын ампар çуттипе. Альш. Ял хĕрĕсем касси-кассипе пĕр 14―19 хĕр пуçтарăнаççĕ те, канаш туса, сăра лартма тăваççĕ. Деревенские девушки, собираясь по 14—19 человек с каждой улицы, совещаются и решают варить пиво. IЬ. Ял сутне кĕмеççĕ. Не занимаются пересудами. Сред. Юм. Ял тăрăх, по деревне, по деревням. Кильд. Ашшĕ вăл вăхăтра ял çинче старостăра е правленинче сутиере çӳренĕ. Ее отец в то время был деревенским старостой или правленским судьей. IЬ. Çăтăк (тряпье) пуçтарма ял тăрăх кайрĕç. N. Мĕншĕн пĕр маях ял тăрăх чупатăн-ши? Конст. чăваш. Вăл кукка патне илсе каякан çын эпĕ пурăнакан Шмалак ялĕ кĕрӳшĕ пулать. Тот, который ведет нас к дяде, приходится зятем человеку из села Шемалакова, где я проживаю. || Общество. А. П. Прокоп. † Ятăм лайăх, тесе, ан мухтан, лайăх ятă тăре-юлĕ ял çине. Не хвались своим добрым именем, твое доброе имя останется в деревне. Ой-к. † Ялăм-йышăм ял пултăр, кӳршĕм-кӳппĕм кĕр пултăр. Сред. Юм. Ял çине ят кайтăр, кота йĕм йолтăр. (Так говорят, когда предпринимается что-нибудь важное). N. Яла ярса çĕнĕпе туса уйăр. Сдать (землю) в общество и разделить ее по-новому. N. Ытти ялсем, унтан уйăрăлса кайса, хăйсем ял пулнă. Другие селения, отделившись от того селения, образовали свои общества. || Происходящий из деревни. Эсĕ хăш ял? Ты из какой деревни? Ку та пирĕн ялах (или: ялсемех). Этот тоже из нашей деревни. Эп ку ял мар. Юрк. Çавсем ялех тепĕрне чиперех вĕрентрĕм. Из той же деревни, я обучил другого как следует. Чуратч. Ку арăм хăйсен ялех пулнă. Эта женщина оказалась из их же деревни.

ялсам

ялсем, происходящий(-ие) из (такой-то) деревни или села. К.-Кушки. Эсĕ хăш ялсем? (у др. эсĕ хăш ял?). IЬ. Эсир хăш ялсем (у др. эсир хăш ял?). Ib. Эпир çак ялсемех. IЬ. Эпĕ çак ялсемех. Регули 1327. Çав пирĕн ял (ялсам). Ку ой пирĕн ялсен. Тот из нашей деревни. Это поле нашей деревни («наших деревенских»). ЧС. Пирĕн ялсем луç тытни. Как ловили наши деревенские лося. Б. Олг. Яш ача, Еххим ятлă, вăлсам ялĕсемех (из их же деревни). Чăв. й. пур. 36. Сан патна пирĕн ялсем Яхуть юмăçа килĕ. К тебе придет поворожить наш деревенский (по имени) Яхуть. Регули 1328. Ку çын пирĕн ялсам. Этот человек из нашей деревни. БАБ. Çав киреметсем пирĕн ялтан тарни çинчен пирĕн ялсем ак епле калаçаççĕ: тăват-пилĕк çул пулĕ, тет, ĕнтĕ, ĕлĕк пирĕн ялсем пĕр çын Пулат киремечĕ çинче суха сухаланă, тет. О том, как оставили эти киремети нашу деревню, наши деревенские говорят так. Года 4 или 5 тому назад, один наш деревенский пахал на том месте, где находится Пулатова киреметь. Ала 64. † Кинçĕм те лайăх (çавă пур); ялĕсем (ее деревенские) илмерĕç хурласа, эпир илетпĕр мухтаса. Кан. 1927, № 207. Вĕлерекенĕ çав ялсемех П. А. пулнă.

ян

(jан), подр. далеко раздающемуся звону или гулу. Хурамал. Янтăракан япалана çапсассăн: ян! туса кайрĕ, теççĕ. N. Чăпар куккук сасси вăрманта янах каять. Ч.П. Икĕ куккук авăтат, аслă улăха ян ярат. Баран. 85. Çеçен хир ян каять. Ир. Сывл. 5. Кĕвве туртса яв! ярса, ĕçе васкарĕ çĕн вăйпа. Сунчел. † Эпĕ килетĕп асăнса, шăнкăрав пак сассăмпа аслă урама ян ярса. Альш. Вăрмана ян çураççĕ (оглашают, шапасем). КС. † Ярăслав хĕрĕ çамрăк хĕр, сасси унăн ян илтĕнет. (Перевод «Плача Ярославны»). Турх. Тăри сасси çӳлте ян-ян каять. IЬ. Унăн сасси (его вой) вăрмана ян кайнă. Ч.К. Хула пек çурчĕсем (их дом) ян янăрарĕ (от свиста). Сказки и пред. чув. 68. Кайăк юрри, çын сасси ян-ян ярать таврана. Собр. Хăни килет мăшрипе (мăшăрĕпе), аслă пӳрте ян ярат. Ч.П. Килет, ларать, юрă юрлать, хуралтă тăррине ян ярать (курак). Пазух. Сатра шăпчăк ян ярать; вăл сирĕншĕн юрламасть; тепĕр шăпчăка йăхăрса, хытăран хытă юрлать вăл. N. † Курак килет мăшăрпе; йăва çине ларсан, аслă яла ян ярать. Ау 242°. Шари-шари кăшкăраççĕ, урам хушшине ян çураççĕ. Ч.П. Мерчен куçлă куккук авăтнипе хура вăрман çине ян каять (ясно, отчетливо отдается). Так и у КС. Ясный (о погоде). Беляева. Янах (ян+ах) уяр, См. янкăр, шанкăр.

янк

(ҥк, jанк), подраж. отрывистому звонкому звуку. См. МКП. 40. М. Сунч. Пӳртре Раман пичче йĕни (плач) урама янках (ясно) илтĕнеччĕ. || Подр. звонкому удару ладонью. Орау. Эпĕ пĕр 9-та, 10-ра чухне: ай-яй сан сухал аван, тесе, сухалне тыткаласа тăрап. Тепри, вылятакантарах старик: сухала ахаль тыттармаççĕ, сухала тытакана çупаççĕ, терĕ. Унччен те пулмарĕ, хай ман сухал хуçи мана сылтăм аллипе питрен: янк! çупса ячĕ. Епле ăса кӳртеççĕ айвансене! || Также подр. выпиванию сразу, до капли, начисто. Сред. Юм. Эрех черкки алла лексен, пит котăнах ямас (не чванится), янк çиç ярать. || Настежь. Хурамал. Алăка янках уççа пăрахнă. Дверь растворена настежь. Сред. Юм. Алăка янках уçса ан пăрахăр, сиввĕ (= сивĕ) кĕрет. Не отворяйте дверь, холод идет. || Открыто, ясно (также и о небе). СТИК. Ку пӳрт янках уçă тăрат (не защищена от ветра внутри). Сам. 56. Аслă улăх пĕр енпе тырă уйĕ янк выртать. Сĕт-к. Йĕри-тавра ялсам янках корнаççĕ. СПВВ. ПВ. Янк кăтартат, выртат (открыто). Кан. 28, № 197. Хĕвел çӳле хăпарни янках курăнчĕ. Тюрл. Янках корăнать. Видно ясно. Сир. 330. Çав карап кĕлеткисем тинĕс çинче çӳрекенсене янках курăнса ларнă. Посл. 209,13. Унăн куçĕсем умĕнче пурте çаппа-çарамас, янках. Янш.-Норв. Янк (ҥк) çутăличчен, до полного рассвета. См. яр çутăличчен. Çиç. çиçрĕ кĕмс. 70. Тăп-тăрă пĕлĕт тӳпи янках, уçă выртать. Показывает на полную остужённость или пустоту жилища. Сред. Юм. Чӳречене уçса пăрахнă та, пӳрте янках сивĕтсе янă. Открыли окно и совершенно остудили избу. Янках также показывает, что изба пуста и в ней раздается голос. || Подр. быстрому отвесному падению сорвавшегося предмета. Якейк. Эпĕр çыр (чит. с'ир) хĕррипа пынă чох, ман йолташ çыра (с'ира) янк анса карĕ (быстро сорвался в овраг). N. Урамран пынă чухне, ура сакăлтана (с уступа) янках анса карĕ, пĕтĕм ăш-чик кисренчĕ. N. Кайран пăртак шаларах (подальше) кĕрес терĕм те, янках анса карăм (в глубокое место в воде).

янкка

(ҥкка), слоняться без дела. Городище. Мĕн янккаса çӳретĕн? К.-Кушки. Янккаса çӳрет. Шляется без дела. Орау. Таçта тухса янккарĕ ĕлтĕ. КС. Янкка ― идти большими, не медленными шагами (говорят несколько иронически о длинноногом человеке). IЬ. Эпĕ паян, çулпа каясскер, уй урлах (здесь л = англ. l) янккарăм. Янтик. Янккаса, шатался без дела, бродил без дела.

янтă

(jанды̆), готовый, N. Янтă сан валли, кĕтсе тăр! Припасли для тебя, дожидайся! (насмешка). Собр. Ху асапланмасăр янта ан ĕмĕтлен, теççĕ. Если сам ты не работал, не рассчитывай на готовое. Малды-Кукшум. Эпĕ хам та çын янтипе ăшăнса выртатăп. Я и сам греюсь тем, что приготовлено другими. Сёт-к. Эс янтине пăхса порнатăн анчах, такам-ха янтласа çитермелле сан валли! Ты дожидаешься лишь готового; не знаю, кто уж приготовит для тебя!

япала

(jабала), вещь; предмет; дело. Чтен. по пчел. №. 17. Ăвăс ытти япаласем тунă çĕре те каять, тата япала кĕлеткисем-мĕнсем (фигуры, изображения) тăваççĕ. Орау. Япала тыт та явала! (Бессмысленное изречение; говорится от нечего делать.) Юрк. Япалана пас вăйлă тытсан, ăшă пулат. Если на предметах сильный иней, то будет тепло. КС. Унтан халĕ аната куçарчĕ пӳртне, урăх япалана куçарман халь. Чхĕйп. Çĕр çине мĕн чул шăтнă япала (всё, что...) хĕвел, çăмăр, сылăм, çил — çак тăват япала тăрăх усă кӳрсе тăраççĕ. Шурăм-п. № 19. Çĕнĕ уйăх курсан, ура айĕнчи япалана çывăрма выртнă чуне пуç айне хумалла. Вара тĕлĕкре мен-те-пулин курăнать, тет. Регули 97. Эп она парассине япала (надо: парас япалана) кăтартса. Ib. 1266. Япалан пăхса парăп. Ib. 864. Онтан исе килнĕ япалана (япаласене) порне те кайлах еççе пар. Ib. 675. Вăл япаласене, туса пĕтернисене, киле исе килес; тунă япалисене киле исе килес. Орау. Хă вăн çук япала çав ĕнт çав; темиçе çынтан ыйтсан та, пĕри памарĕç; мĕнле алăпăр-ха ĕнт? Если у тебя не имеется вещи, то всегда бывает так. К скольким людям ни обращался, ни один не дал; как уж будем подсеивать? Хыпар № 22, 1906. Кайран, пĕр ирхине, Питĕре пырса çитрĕмĕр. Чейсем ĕçкелерĕмĕр-те, япаламăр пеккисене илсе, хайхи двореца шырама тухса кайрăмăр. Юрк. Пĕре те çапла балыка кӳртсе парăр, тесе, ыйтат иккĕ те ыйтат. Балыка, килте çук япалана, арăмĕ мар, никам та пырса лартакан çук. СТИК. Хай пирĕн япала ăнмарĕ пулас! У нас видно с тобой дело-то не выгорело (не удалось). Сред. Юм. Килтисĕне систермесĕр çынна япала пуçĕпех пара-пара яракан çынна: япала кăларать, теççĕ. N. Кил-хе конта, япала парăп сана. Иди-ка сюда, я тебя угощу («дам одну вещь», т. е. изобью). || Существо. Ч.С. Хай ніçта сиен-мĕн туман япалана кăкарса, асаплантарса тытнăран, луç мана çавăнпа ытла та шелĕн туйăнчĕ. Орау. Шатун, пушан япала, часах ывăнать (о лошади). N. Ĕлĕк пĕрне, пахча çаратма кайсан, тытнă, тет те, питĕ хытă хĕненĕ, тет. Çак япала, киле таврăнсан, хăй тĕлĕшшĕн калаçса выртать, тет: хырăмна пула çурăму тем курĕ çав, тесе выртать, тет, ыратнипе. Как-то давно, одного, попавшегося в саду в воровстве яблоков, здорово побили. Он, возвратившись домой, улегся в постель и разговаривает сам с собою: «Ради брюха, говорит, не знаю что потерпит спина!». Юрк. Ку çапла çăкăра тăпрапа тусан çинчен сĕтĕрсе илнине ăнсăртран пуп курат та, тытăнат кăна ятлама: итле-халĕ, ухмах япала, çăкăра, çапла иртĕнсе, тусан çинче çĕмĕрсе çӳреççи-мĕн? Ст. Чек. Мана хай япала (из это существо) ятпа чĕне пуçларĕ. Панклеи. Мĕн пор чонлă япаласанчен... (из живых существ). || Материя (ткань). Изамб. Т. Тата пасар япали илсе халат (поддевку) çĕлетеççĕ. || Приданное (у девушки). Абыз. † Тавай пире япала урапа кашти авăначчен. Пизип. † Икĕ тур лаши, ай, туртара, икĕ тур лаши, ай, туртара; шур япали урăпа çинче, сакăр сурăх, ай, саранче. Ала 8°. Эпир ăна çавах качча памасăр усрас çук, анчах хĕрин япали çук. || Вещество и пр. О сохр. здор. Чăх-чĕппи çăмарта ăшĕнчен тухать те, вара çăмартанăн хуппи анчах тăрса юлать. Çăмартари япаласем пĕтĕмпех пĕтеççĕ. || Товар. Чăв. й. пур. 22°. Хăй япалапа сутă тăваччĕ. Сам он торговал. Юрк. Ку япалушăн мĕн хак ыйтатăн? Что просишь за эту вещь? || Во мн. ч.—имущество, пожитки. К.-Кушки. Выçлăхра пĕтĕм япалисене сутса пĕтернĕ. || Говорят про пищу. НТЧ. Манăн нимĕн çимелли япала та пулмарĕ. У меня не случилось при себе ничего съестного. || Иногда не переводится. Беседа чув. 11. Мĕн çĕнĕ япала пур? Что есть нового? || Причина. О сохр. здор. Тĕрлĕ чир тĕрлĕ япаларан пулать. Разные болезни бывают от различных причин. || Необыкновенная вещь, диковина. Завражн. Ак япала! Какая штука-то! (Говорят, когда услышат нечто удивительное). Альш. Акă япала! Кунта мăкшăсем те пур иккен! Вот так штука! Оказывается, здесь есть и мордва! || Penis. Курм. † Пирĕн Яккувăн япали молкач пичи япали пак анчах. || Яд, отрава. Хыпар № 44, 1906. Колымскра иккĕмĕш çул пурăннă чухне, вăл япала ĕçсе вилме тапратрĕ, анчах ăна сиссе çăлчĕç. || Вредная вещь. Злой дух. Ст. Чек. Эй турă, тĕрлĕ япаларан (подразумевают «тĕрлĕ усалтан») хăтар пире. Хыпар № 29, 1906. Айван чура сапах доктор патне кайма пĕлмест: япаларан мар-ши? тесе юмăçа каять. || Нередко получает обобщающее значение. Панклеи. Сирн ку холара пăр хăрăк хорăн тонкати-япала пор-и? У вас есть в этом городе какой-нибудь сухой березовый пень? Якейк. Эп онтан кашнинчех иртсе çӳретĕп, анчах çын-япала кормастăп. Я там каждый раз прохожу, но никаких людей не встречаю. КС. Хула-япалана каяс пулсассăн... Если придется поехать в город и т. п. Хыпар № 2, 1906. Эрех-япала суйланă чухне (при выборах) ан пултăр. || С афф. притяж. 2-го и 3-го гл. ставится в некоторых чувашизмах. Ч.С. Пыраттăм ĕнтĕ, сасартăк хам умрах темĕскер хуп-хура тăнă пек туйĕнчĕ те ман çан-çурăм çӳçенсе кайрĕ. Лашу-япалу (куда тебе тут и лошадь и всё!...)! каялла чупа патăм. N. Пирĕн ват асатте — кăшăлу-япалу!.. киле пăрахса тавăрăннă, тет. Орау. Мун-куну-япалу... вĕççĕрĕ! Пролетела (твоя) пасха. Чув. тексты № 2, 513. Пасара карни? — Карăм. Мĕн илтĕн? — Пăрçа илтĕм. — Ак телей! — Телейи-япали (какое тут счастье!); кĕпер урлă каçрăм та, тăкăнчĕ-карĕ. — Акă сиян!—Сияни-япали (какой там убыток!)! тепĕр кунне кайса пăхрăм та, тӳшек пек выртать... || Иногда заменяет афф. -скер или же ставится вместе с ним; при этом речь иногда получает иронический оттенок. Демид. Икĕшĕ те мимо ярса курман япаласем пулнă. Оба они никогда не стреляли мимо цели. Уфим. Пирĕн чăвашсен хăтараканĕ ватман япала. Хĕрлĕ Урал. Пĕччен япала (будучи одна), шырама часах тухайман. Юрк. Чи аслă ывăлĕ, Митукĕ, наянтарах япала, ĕçе пит çемçе çын пулнă. N. Пит вăтанакан япала эпĕ. Я очень стеснительный человек. N. Пит намăслă япала тата. Орау. Раштавччен тухмалла япала, Мункунччен те тухмарĕ (напр. книга). КС. Вара мана халиччен ĕненмен япалана ĕнентерчĕç (заставили поверить в то, во что...); çын кураймасăр котун туса панă, терĕçĕ (испортил животных кто-то). Орау. Çамрăк япала, нумай кирлим ăна? — тата тепĕр-ик стаккан ĕçсенех, вилмелле (относительно выпивки). Ib. Хай, ӳссĕр япала, çулне-йĕрне паллайман. А он, пьяный, не мог определить дороги. Юрк. Пирĕн ăспа пулсан «Пулăхар» каçичĕ те, çĕнĕ япаласкер чăвашсенĕн кăмăлне пит килме кирлĕ-чĕ. Ib. Чăваш хĕрĕ пит таса япала, вăйлăскер, арçын вырăнне ĕçлесе çӳренĕ. Чувашская девушка, очень здоровая и сильная, работала за мужика. Йӳç. такăнт. 33. Эй, кум! Пĕрле ӳснĕ япала, халь те пĕрле пурăнар! Изамб. Т. Тӳрленсе çитмен япала тепле тăранĕ вара? Орау. Паян пĕр авăн çапрăмăр та, хĕллехи япала, тырри чĕрĕлсе кĕрет вăн; çулана çитмест çав вăл авăн тавраш, ун чух авăн та кирлĕ мар — хлупут çук. Ib. Кĕр-куннехи япала, сĕткен типнĕскер, сĕвĕнмест вăн пушăчĕ. Альш. Унтан вара пурама пуçланă япалана пăстармарĕ (так как здание уже начали рубить). || Часто переводится местоимениями нечто, что-нибудь, ничто и др. Ч.С. Анчах ал-валли çиекенсем пурте, ача ятне асăнса, япала (что-нибудь) хураççĕ (на зубок). N. Аллăна япала-мĕн тăрăнчим апла? Ты наткнул чем-нибудь руку? Ашшĕ-амăшне. Атте, япала (что-нибудь)-мĕн кирлĕ мар-и сана? Т. Исаев. Пĕр-пĕр япала пулсан. Если что-нибудь случится (неприятное). N. Мана çиме япалăр çук-ши? Т. Григорьева. Япала илнĕ чух çынтан ыйтмасăр ан ил, теççĕ. Когда хочешь взять у кого-нибудь что-либо, то не бери, не спрося, без разрешенья. (Послов.) Хыпар № 12, 1906. Э-э-эх! тетĕп. Ку чăвашăн пĕр япалине пăхса та савăнма çук иккен, тетĕп. Юрк. Хайхи Митук пĕр япаласăр тăрса юлнă (остался ни с чем). Череп. Япала тухмас. Толку не будет. Макка 202. Унти вутсене (огни) пĕр япала хăвармиччен сӳнтереççĕ. Альш. Япала пĕр хуйхăсăр пулмас, теççĕ. Ничто не дается без заботы. Юрк. Çак уйăхра, пушă вăхăтра, пĕр япала çырса ярашшăн. В этом месяце, в свободное время, хотелось бы написать одну вещь и послать ее. Макка 202. Вăл мăн чӳк тунă çĕре пĕр ялтан пилĕк çын хăвараççĕ, вĕсем вара çĕрле, мĕн-мĕн япала курăннине пăхса, сыхласа тăраççĕ. О сохр. здор. Мĕшĕн макăрнине пĕлсе, таврашне тӳрлетĕр те, япала ыратнипе макăрмасть пулсан... N. Япала ыратат, ыратман япала çук. Все тело болит. Тет. Вăл мана пĕр-пĕр япалу сикмен-и? (не свихнул-ли что?), тесе ыйтрĕ. Упа 589. Аккасем каларĕç: япала ыратмари? терĕç. Эпĕ: пăртак ура ыратрĕ (ушиб ногу) те, урăх ним те ыратмарĕ, терĕм. О сохр. здор. Унăн (у ребенка) пĕр япала (что-нибудь) ыратмасан, вăл нихçан та макăрмасть. Альш. Унтан чарăнаççĕ (перестают петь) те, çавăнтах пĕр-пĕр япалалла-мĕнле выляса илеççĕ хĕрсемпе каччăсем. См. епеле.

яр

(jар), пустить, отпустить, допустить, отпустить, упустить, выпустить, распустить, пустить в ход, класть. См. ер. К.-Кушки. Кашкăра сурăхсем хушшине яр-ха! Курăн вара, пĕр сурăхă та картăнта юлмĕ. Пусти-ка волка к овцам, останешься без овец. Чураль-к. † Çакă ялăн хĕрĕсем ним парса та ямаççĕ (не допускают). Беседа чув. 15. Хăшĕ шыва кĕреччĕç, хăшĕ пĕчĕкçĕ кимĕ туса яраччĕç. Мижула. Пĕр урамра темиçе пĕве пĕвелеççĕ; малтанхин пĕви толсан, ярать те, кайрисен пĕвисене татса каять. К.-Кушки. Эс мĕшĕн сахăр ярса ĕçместĕн? Почему ты не пьешь (чай) внакладку? М. Тув. † Хĕрĕх пуспа алă пусне алран ярас килимаçть (не хочется выпустить из рук). Орау. Хĕресе çакăнталла ярас пуль (п. на грудь), тек çурăма ыраттарса çӳрет (о нашейном кресте). Тяпт. Çав карапран пир ячĕç, тет (спустили холст). Толст. Эпĕ патиене пусса ятăм, анса ил-ха. Я упустила бадью в колодец, слезь и возьми. Яргуньк. Хайхи çын, вилнĕ çынна илсе, Сăра (т. е. Сăрра, в реку Суру) яма карĕ, тет. М. Васильев № 34. Вара ялти çынсем, тертленсе, она сакайĕнчен сĕтĕрсе кăларса, пĕр тарăн çырма хĕрĕнчи ват хорама котне кайса янă (пустили к корню старого вяза). Орау. Пĕр хĕр кепи аркине тавăрнă та, аялалла пăхса тăраччĕ. Мана курчĕ те, лăштах ячĕ, — вăтанчĕ, курнать. Юрк. Ĕнер эсĕ ман çине пит нумай сивĕ ярсаттăн (напустил холоду); курăсăн, авă паян та кăмакасем çумĕнче ăшăнаймастăп! Орау. Ача тунă та, ачине пĕвене янă. Родила ребенка и пустила его в пруд (т. е. утопила). Пазух. Курки калать: тыт, тесе, сăри калать: ĕç, тесе; сăрине янă хăмлисем те, килнĕ мĕн-çке хăнисем. П. Сунар. † Хора пиншак йӳле ятăмăр (нараспашку), ăна мĕшĕн йӳле ятăмăр, кĕрен кĕпе курăнмашкăн. К.-Кушки. Кĕпе çухине ярса çӳрет (не застегивает). Абыз. Нарт, нарт кăвакал Атăл варинче, ик çунатне шарт, шарт çапать, Атăл хĕрне хум ярать. Пуçтарнăр, ачасем, ман пата. (Чан çапни). N. Чей çине яраççĕ. Пускают в чай. Чаду-к. Пирĕн ялсам пĕр çын вăрмана лаша яма кайнă (чтобы пустить пастись). N. † Хамăр тăван янă чух, çитеймерĕм чыспала. К.-Кушки. Çунийĕ кайман, ăна вĕсем тăххăрĕш те нимпе те ярайман (не могли заставить двигаться, катиться). Т. М. Матв. Атăл тĕпне ахах ятăм. (Хурана тăвар яни). Сред. Юм. Çăвартан тытса янă-и мĕн сана? Насильно, что ли, тебе в рот влили? (Говорят пьяным людям). Якейк. Янă-яманах сӳнсе ларать (лучина в самоваре). Абыз. Кантăк витĕр ĕс (надо: йĕс) кĕвенте янă. (Хĕвел пăхни). N. Яшка çине яма сухан та пур. Ч.К. † Ытса, ытса памасан (пуян инке), турă ятăр каялла (т. е. пусть ее богатство уменьшится). Ч.П. Халат кăсйи тарăн мар, мăйăр яма (класть) пит аван. Юрк. Мана И.И. ярасса ячĕ те, сире те ярĕ, темĕн çав. Меня-то И.И. отпустил, но едва ли только он отпустит вас. Чăв. й. пур. 36°. Акă епле, вăл выхăта эсĕ малтан икĕ хăлаç алт, унтан вара пĕр çын тупса яр; çын тупса ярсан, вара укçана ăлавĕпех: тие, тенĕ. Синьял. † Куçăма ятăм ирĕке, сар ачасем суйлама. Пустила глаза на свободу — выбирать красивых парней. Бугурусл. Эпĕ хăранипе (со страха) лашасене сиккипе ятăм (пустил вскачь). Яргуньк. Первый Иван вĕчĕ (= вĕрчĕ), тит (пустил струю воздуха) те, ултă çухрăм ячĕ, тит; кайран ĕçлен вĕчĕ, тит те, виçĕ çухрăм ячĕ, тит. Вара тапратрĕç, тит (драться). Ib. † Вăйăран вăйя çӳрерĕм, хам савнине ямарăм. Ходил по хороводам, но не упустил своей любимой. || Прибавлять. С. Дув. † Ĕнте вăрман кашлать, вăрман кашлать, туратран турата ярасшăн. || Попускать. Ст. Шаймурз. Турă ямасан (если не попустит), тăшман. çĕнтереймест. || Сбывать с рук (плохой товар и т. п.). М. Яуш. Эпĕ сан тавара яма пĕлетĕп (могу сбыть, спустить с рук). N. Пĕрне лартса хăвартăм, нимпе те яримастăм вăл çитмĕл пуса. Одного надул, а то никак не мог сбыть с рук этот двугривенный. N. Усал укçана аран-аран ятăм. Фальшивую монету насилу сплавил. || Забивать. Çакăнтан тепĕр пăта ямала (забить гвоздь), вара тăн-тăн (крепко) пулать. || Повесить. Альш. Хăлхине ярать хăшĕ арçын та хăлхалки (серьги). N. Эс сар шерепи яни-ха? Халь яма мар, шерепине те çыхса пĕтермен. N. Хĕрсем çула тĕр тăвнă чух, пĕри ыйтать: эсĕ сар шерепи яни-ха? Якейк. (Хĕр) пилĕкнех порçăн хырмоли çыхать, кот хыçне сарă çакать: хӳре вырнне ленттĕсем яраççĕ; çорăм хыçне мăйăран ялав çакаççĕ. (Хĕр-арăм юсав). || Отделывать, украшать. Шаймурз. † Хура шаль туттăрăн ярапине чистă пурçăн ярса тултартăм. Якейк. † Ăшне кĕмĕл янă, тет, толне порçăн тортнă, тет. (О бочке). Ст. Яха-к. Ун чухне лаша таврашĕ пушăт, курăс мар, пуринĕн те чĕн хăмăтсем, шуçпа янă чĕн кутлăхсем. || Распустить (слух и т. п.). N. Ят яр, распустить дурную славу, молву. Ст. Шаймурз. † Ай-уй, савнă тусăм, хура куçăм, ятна яла ярса (распустив про себя дурную славу), эс култартăн. Сред. Юм. Ху ятна ху ярса çӳрен. Свое имя порочишь. || Дать волю (языку). Сред. Юм. Чĕлхене ытла пит янă-çке вара эсĕ. (Говорят тому, кто говорит другим обидные слова). || Стрелять. N. Эпĕ ун чух патруль-ччĕ, хулара çӳреттĕм; хаярăн кăшкăра-кăшкăра аран чартăм войскана: пĕр-маях яраççĕ (стреляют). || Ударить. Орау. Чутах ярать-чĕ чукмарпа. Дубиною чуть не хватил. || Расстегивать, расстегнуть, отцепить, распутать. Упа 719. Эпĕ çĕлĕке хыврăм, тӳммесене ятăм. Я снял шапку и расстегнулся. Толст. Çав çаклатнине (крючек у двери) ярас тесе, сикрĕ-сикрĕ, тет, ку, ниепле çитсе яраймарĕ, тет (никак не мог отдеть). || Пустить (в общее пользование). Хыпар № 31—2, 1906. Эпир çĕре нихăçан та яла ярса (пустив в общее пользование), çĕнĕпе туса уйăрман. || Удлинять. Ст. Чек. Унта кĕпесене урăхларах çелеççĕ, аркисене вăрăмрах яраççĕ (подол пускают длиннее). || Позволять, допускать. Юрк. Шыв ăсма ямаççĕ. Не позволяют брать воды (из своего колодца). О сохр. здор. Çын скарлатинапа чирлесессĕн, унăн пырĕ çăтма ями ыратакан пулать. Яжутк. Хуçи патшаран ыйтать, тет: мана япала сутма яратри-ха? тесе, каларĕ, тет. || Проводить (дорогу, электричество). Чув. календ. 1911. Халĕ электричествана пĕр вырăнтан тепĕр вырăна темиçе çухрăма яма пултараççĕ. Теперь электричество проводят с одного места на другое на много верст. Разум. Аслă çула Куснар çĕрĕ витĕр ямалла тунă. Сделал так (добился того), что дорога должна была пройти по земле селения Коснар. || Прислать, послать. Псалм. 106,20. Вăл хăй сăмахне янă (послал), вĕсене сыватнă. Сала 36. Ирхине ирех Емелене арăмĕ кĕреçе панă та, çырма (канаву) тума янă. || Отправлять. Якейк. Вăл Чол-Холая паршăпа нумай тырă янă. Он отправил в Нижний на баржах много хлеба. || Сваливать на другого (т. е. указывать на недостатки и др.). Альш. Малтан хĕрне тӳррех калассине ялĕ çине яра-яра калаççĕ; унтан кайран-кайран тӳррех хĕрĕ ятне каласах та юрлаççĕ. || Проигрывать (в деньги, в игре). Петĕр виç тенкĕ картла выляса янă. Петр проиграл в карты 3 рубля. || Тратить? Сред. Юм. || Продолжить, продлить. Якейк. Эпĕр теçеттина ир пуçларăмăр та, каçчен ямарăмăр, каçхи апатчен пĕтертемĕр (сжали до ужина). Хыпар № 9, 1906. Çапла пĕр куна та ямарĕç (даже дня не проработали), кĕпере йăлт туса пĕтерчĕç. || Завести (часы; так у многих); пустить в ход (машину и пр.). К.-Кушки. Чассие ятăм та, сĕтеле хутăм. Я завел часы и положил их в стол. Ib. Паян армана янă иккен (пустили в ход). || Возложить; налагать. Хыпар № 42, 1906. Налогсене чиновниксем ямалла мар, халăх суйланă депутатсем ямалла тăвĕç. Янтик. У укçана (тулăка, т. е. долг) халь ĕнтĕ халăх çине янă, хăй татайман пирки. Этот его долг возложили на общество, так как он сам уплатить не мог. || Лить. СТИК. Стаккана (витрене) шыв яр (налить воды). Пирĕн ял 1929, № 16, 4. Çав эрехе пĕр çĕре ярсан, кимĕсемпе ишсе çӳремелли кӳлĕ пулать вĕт. || Лить (о сильном дожде). Никит. Эп витререн янă пек, çăмăр ятăр. Пусть польет дождь так, как я лью из (этого) ведра. Трхбл. Çумăр ячĕ (или: çумăра ячĕ). Дождь пошел (внезапно). || Лить (свечи). Собр. Çăвăнчен (из того сала) çурта ятăм та, çанталăкĕпе сарăлчĕ. || Насыпать. N. Тăпра янă чухне малтан, йывăçа лартиччен, шăтăк тĕпне çерем кассине хуран. N. Ултă виçе урпа яр. N. Эп хутаççине тытса тăтăм, вăл тыррине ярса тăчĕ. || Заставить пройти (болезнь)? Случать. Ст. Чек. Янă кĕсре (то же, что кустарнă). К.-Кушки. Ĕнер хура ăйрăпа янă (çӳретнĕ). Вчера случали вороного жеребца. || Городить (забор). Тим.-к. † Çичĕ хут сапур ямарĕç. || Уничтожить. Сир. Усал кăмăл çĕтĕк-çатăк тăхăннинчен ытла (более) илеме ярать. || Счистить (грязь и пр.). О сохр. здор. Вĕсем, хăйсен ӳчĕсенчен кирĕксене лайăххăн яма-сăрах, кĕпи-йĕмне тăхăнса яраççĕ. || Стирать (резинкой). Янтик. || Выпивать. Никит. Пĕр Иван анчах эрех ĕçмен, ыттисем янă (пили). || Ходить (в карточной игре). Сред. Юм. Яр мана. Ходи ко мне (в игре в карты). || Пуститься во что. Альш. Пырсанах, хваттир хуçине пуççапаççĕ хĕрĕсем; яраççĕ унтан ташша (пускаются в пляс). Абаш. Майралла яр! (говорят женщине). Пляши по-русски! Альш. Хапхаран тухнă-тухманах ярать пурте юрра. N. Акă лашисем ячĕç, тет, ташша. Вот лошади пустились в пляс. СТИК. Ват çын пек юрра ятăн ĕнтĕ! Пазух. Икĕ сар хĕр кăмăлне вăрăм çула кайрăмăр, орган купăс куртăмăр, тăрса ташша ятăмăр. || Ăйха ячĕ вăл! Здорово спал. || Употребляется в качестве вспомог. гл. Ч.П. Ешĕл юман касса ятăм, яр хĕррине ӳкертĕм. Ib. Аслă урама тухрăм юрла ятăм (без намерения, почти неожиданно для самого себя), тăшмансен чĕрисене çура ятăм. Альш. † Çамрăках та кăмăлпа кулса яр: манăнах та кăмăлма уçса яр. Альш. Çураçрăмăр, килĕшрĕмĕр те, Элшелĕнченех илсе ятăм эпĕ хĕр. О брачной жизни. Качча илнĕ хĕре хăйсем патĕнчен хăваласа ярса, ăна намăса яраççĕ, пăрахăçа кăларса яраççĕ. Хыпар № 29, 1906. Халĕ пирĕн хăш чухне çумăр та çăвать, анчах, кăшт хĕвел пăхсанах, типĕтсе ярать. Календ. 1904. Унтан, çынна вырса çӳресе, хăйĕнне çил тăкса ярать. Беседа чув. 17. Пурте аллисенче çутнă çуртасем тытса: Христос вильĕмĕнчен чĕрĕлнĕ, тесе, юрласа ярасса хытă кĕтсе тăраççĕ. Юрк. Исправник хăне валли çырса тăмашкăн пĕр тиек тытса ярат. Чуратч. Куртăн-и? тесе, кăшкăрса ячĕ, тет! Хыпар № 16, 1906. Тутар çинчен мана ялти çынсем ак çапла каласа ячĕç. Скотолеч. 26. Унтан шăнасем ларса варласран тикĕт сĕрсе ярас пулать (на зашитую рану). Юрк. Акă пире çырăва вĕрентсе вырăс туса янни! Вот что значит научить нас грамоте и сделать (через это) русскими! N. Ачăна ялан апла хĕнесен, ухмаха кăларса ярăн. Хыпар № 31―2, 1906. Тата чăнах та хăвна-хăв нихăçан та çынна таптаттарса яма юрамасть. Сред. Юм. Тотăр парса яна. [Если родители соглашаются выдать дочь замуж, то тому, кто сватает, дают «тȏтăр» (не платок)]. Сала. Арăмĕ пачăшкăран часрах ултă çĕр тенкĕ илнĕ те, Ивана парса янă. Юрк. Пăхăсăн, начар эрехне çапла урайне сапса ярса, çак начар эрехпе сут тăвакан çынна нимĕнпе айăплама пулса тăнă. В. Тим. † Ытам тулли памасан, ывăтайса ярап, тет. Хыпар № 29, 1906. Вăхăт-вăхăт урапа сасси илтĕнет, е автан авăтса ярать. Б. Яныши. Учĕ сикрĕ те, малти урапи (колеса) перевос çине кĕрчĕ, кайрине йăтса ярмалла (= ямалла) пулчĕ. Скотолеч. 4. Вăл (лошадь) апатне çисе янă-и, яман-и? çавна пăхас пулать. Кн. для чт. 4. Çулпа иртсе пынă чух, хӳме çумĕнче хутаç çакса янă старике курнă. Ядр. Евангелиенĕн корректурине парса яр ман пата, ăна часрах пусма парса ямалла. НАК. Вăл çапла каласассăн, эпĕ: ку хура-кĕсрери киреметĕç пулчĕ ĕнтĕ, пĕтерет ку мана, тесе, аран: кă-кă-кăвакал, тесе ятăм (насилу выговорил). Альш. Вĕрӳçĕ карчăк килте çук; пырса (парса?) ярăттăм, укçи çук. Чураль-к. Пĕр майрана пăхăп та, йĕрĕп-ярăп. (Сухан). N. † Ларма килнĕ (приехавших гостить) хĕрсене, чупса тухса, чуп-ту-яр.

яра пар

, выражает сильное или безостановочное действие; часто соответствует русскому валять, вваливать. К.-Кушки. Эпе ухута каяс тетĕп-ха! — Яра пар, мĕн-те-пулса тытса килеймĕн-и. Сред. Юм. Яра пар, не останавливайся, делай усиленно. N. Упăшки пăшалне (свое) тыткаланă майпа, авăрла(са), арăмин тусне (в любовника жены) яра пачĕ (выпалил), тет. Шурăм-п. № 22. Ача-пăчасем пĕренесем çине пынă та, юрра яра панă. НАК. Пăшала çурăм хыçĕнчен илтĕм те, кĕлте çыххине яра патăм. Я снял с плеча ружье и бацнул по свяслу. Питушк. Тотарла та яра парать (валяет, т. е. говорит без затруднения). Ала 56°. Эпĕ нимĕскер пĕлмесĕр (как безумный) мĕн пур вăйăмпа кăшкăрса яра патăм. Альш. Каччи ку хĕре çĕçĕпе яра парать (как пырнет), тет, сĕтел хушшинченех (будучи за столом). Хыпар № 29, 1906. Ку хăйĕн хăнчăр куçĕпе умĕнче çынпа шуйттан чупса пынине те уйăрайман; чупса çитнĕ те, аякран сенĕкпе яра панă. Источник благосл. бож. Сасартăк таçтан, вăрман хыçĕнчен, хура çумăр пĕлĕчĕ тухрĕ те, çумăр яра пачĕ (как польёт!). N. Яра парчĕ (= пачĕ) пуç çинчен хăй аллинчи шывпала. Б. Яныши. Эпир унта ларнă чухне, çумăр яра парчĕ. Хыпар № 25, 1906. Хура халăх пулмасан, канса выртĕччĕç выçăхса! Пăхăсăн, пурăнаççĕ улпутсем, хуçасем, хырăм(ĕ)сене яра панă! Торп-к. Хай улпут ывăлĕ калат, тет: çав кĕнекене кайса вула, тесе. Хай хĕр каþ, тет те, кĕнекене вуласа яра пачĕ, тет. (Она принималась читать три раза и все не могла, в последний же раз смогла). Ст. Айб. Хĕрĕх аршăнлă пусса мулкача яра пачĕ, тет (как столкнет!). N. Лашасене мĕн пынă таран яра патăмăр (пустили во всю). Качал. Йăванăн халĕ аслă хĕрĕпе кĕтӳ пăхмала; Йăван тухрĕ те, яра пачĕ ĕнесене сĕт кӳлле (как пустит!). Альш. Ку ача çапла каланине илтет те, яра парать (как запустит!) кусем патне сĕтел çине хăйра чулĕпе. Сред. Юм. Яра пар та, иле пар, йȏлашкине хамăра пар. (Говорят; если усиленно принимаются за дело, или когда катаются). Вотлан. Тăмана патне карăм та, çӳçне-пуçне яра пан (legе: панă), ĕçни-çини çав пулчĕ. Юрк. Лешĕ урине салтам пек пулса (у др. туса), пĕшкĕннĕ те, кăна, кĕпер решетки çинче ларса тăракана, икĕ уринчен çĕклесе, кĕпер решетки урлă, пуç-хĕрлĕ аялалла яра парат (столкнул его вверх-тормашками через перила моста). Т. VII. Ăна ямăшкийĕ сисрĕ, тет те, чышкипеле çăвар урлă ячĕ («дал по зубам»), тет те, лашине яра пачĕ, тет. Кан. 1927, № 212. Эх, ну, яра пар, ярапине пире пар!

ярса пус

шагнуть. Толст. Çичĕ çухрăм ярса пусакан аттисене. Орау. Вăл ярса та пусаймаçть, тит. Он не может сделать и шага. Бес. чув. Лаша иккĕ-виççĕ-кăна ярса пусрĕ, вара чарăнчĕ. Сенг. Çавăнтан вара эпĕ вĕсен пахчине ура та ярса пусман. С тех пор я в их сад ни ногой. Лучше здесь. Ниçта ярса пусма çук тăвăр пулнă. Настолько было тесно, что негде было ступить.

ярăм

(jары̆м), полоса; полосатый. Букв. 1886. Ярăм, полоса, прядь. Байгл. † Ярăм-ярăм ярапай ярăнтарса пулмĕ-ши? Çакă пӳртри халăхсе тĕлĕнтерсе пулмĕ-ши? (Хĕр сăри такмакĕ). Б. Олг. Ай-ай лайăх йĕмлĕх, ярăмăн-ярăмăн хора тăла пор! Чума. Вилес умĕн çыннăн пĕтĕм ӳчĕ ярăмăн-ярăмăн хуп-хура хуралса каять. Перед смертью у человека все тело покрывается черными-пречерными полосами. || Снизка, гирлянда, плетеница бус, ягод и пр. М. П. Петр. Б. Олг. Тенкĕрен ярнă ярăм. Чăв. юм. Йĕм-ешĕл (= ем-ешĕл) турачĕсем, ярăмăн-ярăмăн усăнса, ăшă çилпе хумханса тăраççĕ. КС. Пĕр ярăм шăрçа илтĕм (çип çине тирсе хунă шăрçана калаççĕ). Зап. ВНО. Эпĕ мăй-çыххи тирме ик ярăм шăрçа илтĕм. Ч.П. Ярăм-ярăм шур шăрçа (снизками). Сала 252. † Ярăмĕ-ярăмĕ ылттăн шăрçи чĕсĕ (sic!) каяссăн туйăнайрать; пирĕн пичче хĕрĕ сая каяссăн туйăнайрать. Юрк. Ярăм (шăрçа). Килд. † Симĕс шăрçа ярăмне юсалăха тиеççĕ. Ст. Чек. Ярăм, кисть. Кр. Чет. † Çакă Чотай хĕрĕсен хорт-пуççи пак пыти пор, ярăм-ярăм (кистями) шăрки пор. || Ст. Янаш. Пĕр ярăм çип, более или менее длинная нитка (аршина до 11/2), || В одной брошюре употребл. в см. шага. Этем йăх еп. пуçл. кай. Çӳреме (= çӳрессе) ярăмăн утса мар, сиккелесе çӳреççĕ. Они (лемуры) ходят не шагами, а прыжками. [В др. гов. могли бы сказать: çӳрессе ярса пусса çӳремеççĕ (или: утăмласа çӳремеççĕ), сиккелесе анчах çӳреççĕ].

ярăн

(jары̆н), катиться (с горы), качаться (на качели или на волнах); скатиться. Т. П. Тимĕр така ту ярăнать. [Хăй (= хăйă) чĕлни]. Вир-ял. † Улача кĕпе, ука çуха, ярăнчĕ-анчĕ (соскользнула) шыв çине. Сала. † Улăхрăм çӳлĕ эп ту çине, ярăнса антăм (скатился) Самарăн шывĕ çине. Якейк. Атисам пасара кайнă, катаччи ярăнса илтĕм. Родители отправились на базар, я покатался (на лошади). Сред. Юм. Ярнас: ту çинчен; сăрт çинчен; çакса янă вĕрен тăрăх. КС. Пĕр каска шывра ярăнса (качаясь) юхса пырать. Коракыш. † Çинче çырма çичĕ кукăр, ярăнса юхма ирĕк çук пулчĕ. Б.-Янгильд. Пăр çинче ярăнни. Катанье на льду. Якейк. Кӳлĕ çине кайса, кĕт ярнса килтĕмĕр (покатались). Кошки. Манкăлтăкĕ урамра çунапа ярăннă. Ала 90°. Е тата пăр çинче ачасемпе пĕрле, çара-урайĕнех чупа-чупа пырса, ярăна-ярăна каяччĕ. N. Ярăнаççĕ ту çинчен. Катаются с горы. Йӳç. такăнт. 18. Эпĕ вĕçтеретĕп ярăнма (бегу кататься). Т.К. † Хăпартăм çӳлĕ ту çине, ярăнса антăм (скатился) мерчен лавккине. (Хĕр йĕрри). Кан. 1927, № 220. Питĕ пысăк чул купи ярăнса анас патнех çитнĕ. || Пуститься (напр., в бег). Хурамал. Сасартăках арăслан сик-тух та, пăлан хыççĕн ( =хыççăн) ярăна пар. N. Тилли: эй, конта лат мар, кив çăкăр-тăвара манаççĕ çав, терĕ, тет те, вăрманалла ярăна пачĕ, тет. Собр. † Вунікĕ хĕр пĕр матка ярнайраççĕ (идут плавной походкой, с изв. скоростью) пасара. || Перескочить (длинным прыжком). КС. Кашкăр пек ярăна патăмăр. Мы перескочили через загородь как волки. IЬ. Лаша карта урлă ярна пачĕ (или: пĕреçех ярăнтарчĕ, перескочила одним прыжком). || Заливаться, петь долго, протяжно, с увлечением. Хурамал. † Шăпчăк авăтать ярăнса хăяхпалан хăмăш хушшинче. Н. Лебеж. † Шурă автан, ай, ярăнса авăтать. Юрк. † Шап-шурă хурăн турачĕ çинче ярăна-ярăна вăл авăтат (протяжно, но с перерывами). Пазух. Паштак вăрман варринче, ылттăн юман тăрринче, куккук ярăнса авăтать. Ст. Чек. Ярăнса юрла. Петь, вытянув шею (птица; очень сомн.). || Увлекаться. Выляма ан ярăнăр. Не увлекайтесь играми? (Из письма). Посл. 186,8. Тӳрĕ кăмăллă, иккĕлĕ калаçман, эрехе ярăнман... çынсем. Исп. Вăйя ярăнмарăн-и? (ермерĕн-и?). Не увлекался ли играми? Сред. Юм. Кăçта ȏ кăçал, ытла вăйя пит ярăннă. Так говорят, если достаточно большой мальчик не работает. Янш.-Норв. Ярăнса юрлать. Поет с увлечением и наслаждением. || Плавать, двигаться плавно. Тяптя. Пăкăр (= пăхăр) çăлта пăкăр курка ярăнса çӳрет, тет. В медном колодце плавает медный ковш. Шурăм-п. № 19. Шӳрпи çинче çу ярăнса çӳрет, вăл та апат тутине нумай кӳрет. В супе плавает сверху жир, и он придает большой вкус еде. Сир. 116. Çăмăл ким шыв çинче ярăнса пынă пек. Как легкая лодка плывет по воде. Сказки и пред. чув. 19. Уйăх мĕлки пашалу пек кӳлĕ тăрăх ярăнать. Якейк. Полăсам пĕвере ярăнса çӳреççĕ (плавными движениями двигаются вперед). IЬ. Вăл ярăнса отса карĕ. Он зашагал широкими шагами. Макка 41. † Ах, тантăшçăм, тантăшçăм! ярнайраттăн-килеттĕн. Сред. Юм. Хорчăка ярăнса çӳрет. Ястреб летает плавно. Сказки и пред. чув. 24. Вĕри-çĕлен вĕçтерет, сывлăш тăрăх ярăнса. Дик. леб. Акăшсем сасартăк калама çук хăвăрт аялалла ярăнса (плавно) ана пуçларĕç. Баран. 14. Аякри тăвăн хĕрринчен, ăмăрт кайăк çĕкленсе, вĕçсе килет ярăнса (парит). Собр. † Ярăнса-ярăнса юртакан, хăйте чуптар кĕсре тьыхисем (scr. тихисем). Сир. ХLIII, 15. Вĕçен-кайăк пек пĕлĕтсем ярăнса тухаççĕ («вылетают»). По толкованию Янш.-Норв. это значило бы: «выплывают полосой»). || Пускаться в рост. Беседа о земл. Çамрăкла кирек мĕнле выльăх та пĕве ярăнать (хывать). Сала 252°. † Пирĕн атте хĕрĕне (= хĕрне) ярăнса ӳсме ирĕк çук. С. Тим. † Кăчухнехи çамрăк ачасене ярăнса ӳсме ирĕк çук. Шишкин. † Йотри каччи, хора ачи, тĕксе яма полмарĕ; ярăнса ӳсес чох тытрĕç пачĕç качча. Хурамал. Пĕчĕкçĕ пĕр пуççăм, çамрăк чунçăм, ярăнайса (свободно, без препятствий) ӳссе те пулмарĕ. Н. Байгул. † Кил-карти варĕнче хурăна ярăнса ӳсме ирĕк çук. А. П. Прокоп. Ылттăнпалан кĕмĕл, ай, айĕнче ман çамрăк пуç ӳсет ярăнса. Синьял. † Эпир ярăнса ӳснĕ чух, хаяр куçпа ан пăхăр. || Размахиваться. Изамб. Т. Усем вара пурте ярăнса утă çулаççĕ. Потом все они косят сено, размахиваясь. Урмай. † Вăрăм варта вăрăм хĕр ярна-ярна (= ярăна-ярăна) ут çулат. Якейк. Ярăнса çолса пырать (-пусăккăн кастарса, хытă çолса пырать). || О крупных шагах. КС. Ярăнса ут, шагать крупным шагом. || О плавной, равномерной походке. Ау 160°. Ах, йăмăкçăм (çавă пур), ярăнса утса пынă чух, ярăм шăрçанăн курна(т)тăн. Ч.П. Якур килет ярăнса, Мертлĕ хĕрне хĕрĕнсе. || Издавать особый долгий звук — чăрр (ч'ŏрр); гов. о «горле». КС. Пыр ярăнать ― в горле особый долгий звук: чăрр. IЬ. Пыр ярăн чĕ, сăра ĕçмелле пулĕ, теççĕ. Козм. Пыр ярăнсă кайсан: сăрана ку ĕнтĕ, теççĕ (предвещает выпивку). Н. Чукал. Пыр ярăнсан, е сăра, е эрех ĕçмелле пулат, теççĕ. Сказки и пред. чув. 73. Ялти тантăш-тăвансен пырĕ тĕпĕ ярăнать. || Увлекаться делом. Кошки. † Ярăнса çӳçме тураттăм (погрузившись в это дело). || Гулять на приволье. Юрк. † Ялăм, ялăм янтав пек; ыррăн ярăнса çӳремерĕм, çапах салтак туса ячĕç. || Привеситься. Юрк. † Ылттăн алка пулăтăм (= пулăттăм), анне хăлхине ярăнăтăм.

Ярăслав

(jары̆слав), назв. дер. Верх. Буянова, Шем. в. Буин. у. || Назв. речки. Янш.-Норв. Ярăслав — çырма ячĕ. Вăл пирĕн ял витĕр юхса тухать; мĕшĕн Ярăслав теççĕ, эпĕ уна (=ăна) пĕлместĕп. | Личн. яз. имя мужч. Т. М. Матв. Ярăслав ярăннă, тип хăвана тирĕннĕ. (Насмешка).

ят

(jат), имя; название. Менча. Когда у чуваш родится ребенок, то, еще раньше, чем крестить его (шыва кӳртиччен), ему, заодно с бабушками-повитухами (эпи-карчăк), нарекают имя. Если не наречь имени, то это считается нехорошим, так как иначе имя ему наречет чорт (шуйттан). Как только наступит время родить, бабы приводят повитух, и тотчас по рождении дают ребенку имя. Если родится ребенок мужеского пола, то иного нарекают Упа, иного Юманкка, иного Тăхти, а иного Сатай. Все эти имена даются с суеверным соображением. Упа называют затем, чтобы ребенок был здоров как медведь и не болел; Юманкка — чтобы он был крепким и коренастым как дуб и не хворал; Тăхти ― чтобы он был живуч и чтобы племя его множилось и не вымирало; Сатай ― чтобы род его плодился и не исчезал. Что касается девочек, то некоторых из них называют Хĕрпик, других Силпик, иных Эрнук и Тунюк (scr. Тунӳк). Хĕрпик — название не суеверное; родилась девочка, ну и говорят: давай назовем ее Хĕрпик; имя Силпик ― дается с суеверным соображением (ăрăмласа хуни): дескать, Силпик будет жить в почете (сил) и уважении (чис). Эрнук называют тех, которые родятся в пятницу (эрне-кун), а Тунюк (scr. Тунӳк) — родившихся в понедельник (тунти-кун). Ача ят хуни. Тĕне кĕмен чăвашсем, çамрăк ача çуралсассăн, ача ят хума ни пуп патне, ни мулла патне каймаççĕ. Вĕсем (некрещ. чуваши) ача ятне ватă стариксем, ватă карчăксем, эпи-карчăксем, хурăнташсене, ратнисене пухса, хăйсем пĕлнĕ пек, ача мĕн кун çуралнă, çав кун ячĕпе е çав кун ячĕ евĕрлĕ ятпа, пĕр-пĕр святой ятне асăнса тунă праздник тĕлĕнче çуралнă пулсан, ачине те çавăн ячĕпе ят параççĕ. Ывăл ача пулсан, ак çапла хураççĕ: ачи шăмат-кун çуралнă пулсассăн, Шăмак ятлă хураççĕ; вырăсерни кун çуралнă пулсассăн, Вырăстай ятлă, Ванюк (чит. Ванюк) ятлă хураççĕ; тунтикун çуралнă пулсассăн, Тутирек ятлă, Тутиер ятлă, Тăхтаман ятлă хураççĕ. Хĕр ача çуралсассăн, унăн ятне те арçын ачинни пекех хураççĕ. Улăштарсан та, сайра улăштараççĕ. IЬ. Некрещеные чуваши, когда родится ребенок, не ходят, чтобы наречь ему имя, ни к попу, ни к мулле. Чтобы наречь имя ребенку, они созывают старых стариков и старых старух, повитух, родственников и сродников, и нарекают имя ребенку, как умеют сами — или по имени того дня, когда ребенок родился, или именем, подобным имени этого дня; а если он родится около праздника в честь какого-либо святого, то — по имени этого святого. Если родится мальчик, то нарекают так: если ребенок родился в субботу, то Шăмак; если родился в воскресенье (вырăс-эрни кун) — Вырăстай или Ванюк; если родился в понедельник, то Тутирек, Тутиер или Тăхтаман. Если родится девочка, то ее имя нарекают подобно имени мальчика. Если и меняют, то редко. Кроме того имени, они некоторых нарекают по имени родителей, родственников или рода (тата вĕсем хăшин-хăшин ятне ашшĕ-амăш ячĕ, хурăнташ-ăру ячĕ майлă эл йăх ячĕпе хураççĕ). Имена детям своим они нарекают (хураççĕ) тогда, когда вздумают. М. Рус. Ĕлĕкхи чăвашсем ачисĕм пурăнмантан хĕр-ачасене вĕçен-кайăк ячĕпе, ывăл ачасене ураллă кайăк ячĕпе ят хунă. Макка 212. Вăл ача ятне кун ячĕпе шыраса тупаççĕ; кун мĕн ятли пулать, ăна та çавăн майлăрах хураççĕ. Çапла пĕр кун ятне илер-ха: эрне-кун хĕр пулсан, Эрнепи ятлă хураççĕ; ытлари-кун пусан, Утлаш ятлă хураççĕ. Альш. «Имена часто даются в виде соображения относительно зажиточности: если человек с не очень нравящимся чувашам именем живет славно — тихо, зажиточно, смышленно, то это имя дается многим на селе». Т. М. Матв. Ятне хуман ача макăра пулать. (Япалана килĕшмесĕр илсе кайсан, тавар хуçи хаклă ыйтма пултарать, е ĕçе малтан килĕшмесĕр ĕçлесен, ĕçлекенни хаклăрах илесшĕн, ĕçлеттерекенни йӳнрех парасшăн — çак сăмаха çавăн чухне калаççĕ). Якейк. Пĕчĕк ачасам кошаксене, сорăхсене, пăрусене ят параççĕ. Пĕр ятпах хăш чохне сорăха та, пăрăва та кошака та чĕнеççĕ. Кĕтерин, Маркка, Веркка ятлă хораççĕ. Лашапа йăтăсен те хăш чохне пĕр ят полать, напр., Мальччăк ятлă йăтă та пор, лаша та пор. Суждение. Турă, рая пырсассăн, вĕсене ятран каласа чĕннĕ (звал по именам). Псалт. 146,4. Вăл вĕçĕмсĕр нумай çăлтăрсенĕн хисепне те пĕлсе тăрать, вĕсене пурне те ятран пĕлет. Мар. Егип. Зосима çав хăйне нихăçан та курман, нихăçан та пĕлмен арăм ятран чĕннине илтсессĕн, пит тĕлĕннĕ. Е. Ятран чĕне-чĕне кăлар. Альш. Чăвашсем ятран каламаççĕ. Ашшĕ-мĕн ячĕпе чĕнсессĕн, чăваш çиленет. Ашшĕ-амăшĕ ятлă çынна ячĕнчен чĕнмеççĕ: атте ятли, анне ятли теççĕ. Хăй ятлине аташ теççĕ. Пуринчен ытла кăна хĕр-арăмсем çапла тăваççĕ. Псалт. 108,21. Эй турăçăм, турăçăм, эсĕ маншăн хăвăн ятна тивĕçлине ту. Якейк. Аланмасăр порнатпăр, ватă ятне илтетпĕр (нас обзывают стариками). Посл. 179,11. Вăл сире хăвăра чĕнсе илнĕ ята тивĕçлĕ çынсем тутăр. Шурăм-п. № 21. Хăй ĕçсе пурăнать пулсан та, чăваш ятне унăн пек пăсмалла мар. Сала 50°. † Кĕмĕл çĕрĕ, ахах куç, — унăн ятне кам пĕлмест? Что сокращ. жизнь. Рай пурăнăçĕ-çех пурăнăç ятне илтме тивĕçлĕ. Макка 110. † Чунăмăр тӳрă аллинче, ятăмăр патша умĕнче, пĕвĕмĕр ырă çын умĕнче, шухăшăмăр атте-анне умĕнче. Сир. 41. Ухмах темесĕр мĕн ят парас ăна? Альш. Хальхи чăвашсем пайтахăшне мĕне кĕлтунине те пĕлмеççĕ, тет, ятне-кăна, пĕр пĕлмесĕр, калаççĕ тет. Собр. 339. † Пĕвĕр илемлĕ, сăнăр хитре, кам хунă-ши сирĕн ятă-ра? || Очередь по отбыванию воинской повинности. Б. Олг. Каþан, пичин салтак ячĕ тохсан (был объявлен рекрутом), пичин ик хĕр-ача пор-ччĕ. См. ят пар. || Назначение. Юрк. Укçа пулсан, пуштăпа яр. Анчах укçăна хам ятпа ан яр. Будут деньги, пошли почтой. Только не посылай на мое имя. N. Пĕр письмо (= çыру) янă-ччĕ сан ятпа. Одно письмо на твое имя было послано. || В выражении ячĕпе «от имени»... Хыпар № 9, 1906. Вĕсем кĕпĕрне ячĕпе суйласа яма 50 çын хушшинчен 8-9 çын-кăна суйласа ямалла. IЬ. № 8. Пирĕн те пĕтĕм чăваш халăхĕ ячĕпе пуху тума пулмĕ-ши? тетĕп эпĕ. || Цель. Хыпар № 46, 1906. Закона уççа парас ячĕпе Сенат çĕнĕ закон кăларчĕ. || Доброе имя, честь. Ч.П. Леш кассенĕн хĕрĕсем ашшĕ ятне ямалăх. Альш. † Атте-анне ятне лайăх тытсан, пире лайăх çынсем чис парĕç. Собр. 173°. † Атте-анне ячĕпе патшасем чĕнеççĕ хăнана. Янш.-Норв. † Аттем-аннем ячĕпе ырă çынсем чĕнеççĕ хăнана. С. Алг. † Ман туй килет шавласа, атте-анне ячĕпе. || Хорошая или плохая слава, молва. Ст. Чек. Ячĕ пысăк ĕнтĕ. Он уже прославился (в хорошем смысле). Альш. † Маттур-маттур хĕрсене ячĕпелен шыраççĕ. Якейк. † Çварни çони шуç котлă; шуçĕ йолать йор çине, ят сарăлать ял çине (слава идет по деревне). N. Ырă ят илт, выслушать (себе) похвалу, добрую славу. К.-Кушки. Пуян ячĕ çĕклесе, виçĕ пуспа ан виртле. Славясь богачем, не дразни тремя копейками. Ч.П. Ятăра пăсĕ. Ала 103°. † Ĕçес-çияс хуçаран, ыр ят тăвас хăнаран. Альш. Пурăнать вара салтак арăмĕ хуняшшĕ-хунямăшĕ аллинче; вĕсем ырă пулсан, ырă ят илтсе, вĕсем усал пулсан, усал ят илтсе. N. Халăха тытса тăракан каланă сăмахĕсем тăрăх ăслă çын ячĕ илет. N. Хаяр ята кӳрт. Сделать предметом осуждения. Бижб. † Чаплă хĕрĕн чап каят, начар хĕрĕн ят каят, тет. Юрк. † Çичĕ çул ямшăк çӳрерĕм, ямшăк ятне кăлараймарăм, çичĕ пушă аври хуçмарăм. Макка 36. Çак хамăр кас ачисем ят кăларма хăтланчĕç (хотели распустить дурную славу). IЬ. 173°. † Çинçе пӳме ӳстертĕм ятма ял çине ямарăм. IЬ. † 107°. Ялсем çинче ан мухтанăр, ятăр юлĕ ял çине. Лашман. † Çăпатана пăрахса, атă тăхăнтăм, пуснă йĕрсенчен вут тухтăр. Вучĕсем пĕр тухчăр, чулĕсем путчăр, матур йĕкĕт çинчен ят тухтăр. Сир. Ху çинчен элекçĕ ячĕ ан кăлар. Не приобретай славы клеветника. . Ик чĕлхелĕ çын çинчен яланах усал ят каять. || Брань, выговор. N. Хаяр ята кĕр. Подвергаться дерзкой брани. N. † Çамрăк пуççе чармасан, ваттисене ят тивет. Пус. Сĕм вăрманта вăрăм йывăç, çил тимесĕр пĕр кун лармĕ. (Салтака ят тивни). Сала 196°. Сулахай хулха янрасан, ят илтет. N. Лашисене хупмаççĕ, вăррисене хаяр ят; хĕрĕсене чармаççĕ — каччисене хаяр ят. Сятра. † Ах, пире ват ятлать! Ват çын ятне пăхсассăн, эпĕ пасара та тохас çок. Юрк. † Пĕр хĕр ясар пулсассăн, пур хĕр çине ят килет. Ала 89. Ача-пăча ятран-патакран пит хăрать. Дети очень боятся брани и побоев. Якейк. Мана порнма пит йăвăр: кашнă конах ят илтеп (слышу брань). Орау. Капла туса ят илтиччен, эпĕ луччă тепĕр çĕрте сăмахсăр пĕр пуссăр хырăма тăранмалла ĕçлем. Ч.П. Çавна тытса чуп-тусан, çамрăксене ят тивет (побранят). || Молва. БАБ. Ял çине ят карĕ, халăх çине хахать карĕ (из «такмак»; слух, молва). || Звание. Панклеи. Кăна илес мар, мĕн пуçлăх ятне илтес! Если этого не взять, то зачем и начальником называться! (Слова солдата. Сказка № 16.). Сир. 68. Тепĕр тус пур, тус ятне-кăна илсе тăрать. || Сословие. Хыпар № 13, 1906. Смоленск уясĕнче 32 çынтан — 18 дворян, 5 çын урăх ятран, 9 çын хура халăхран. || Для проформы. Ст. Чек. Çумăр ятне-кăна çăват. Только слава, что дождик (т. е. еле-еле накрапывает и т. п.). Хыпар № 42, 1906. Улпутсем вăл ĕçе панă укçана кĕсьене чикеççĕ. Ĕçĕн ятне анчах тăваççĕ. Календ. 1904. Хыт сухана пит кăйран тухаççĕ, иккĕмĕш хутне çавăнтах тăваççĕ, тата иккĕмĕш хутне ятне-кăна (анчах) тăваççĕ. Орау. Мур çĕвĕçи (этот чорт портной, этот негодный портной) сăхмана пăсса хăварчĕ. Майтансем (майданские) вăсем путлĕ çĕлеççĕ-и? ятне анчах туса çӳреççĕ вĕт! СТИК. Ятран-кăна тукаласа тунă. Сделано кое-как. . Ятран-кăна (ахальрен-кăна) шаккакаласа хунă. Кое-как сколочено. Иваново. Ачасĕм, эсир кунта вĕренсе тухрăр... Ячĕ-çеç ан пултăр; мĕн вĕреннине ан манăр, киле ан юлăр, епле-те-пуса ытти çĕре кайма тăрăшăр. Сред. Юм. Аптратнă мана текех: туса пар, тесе; ячĕ пȏлтăр, тесе, туса патăм. || Нарочитая цель, назначение. Иногда имеет оттенок послелога. Панклеи. Йăван хĕпĕртесе: килях, пичи, килях! тет. Ăсса тох-ха, арăм, пичи ячĕпе, тет.Макка 212. Леш укçине ачин ячĕпе каласа хураççĕ. Те деньги кладут в честь новорожденного. Аку 121°. Турăпа патша ячĕшĕн (ради или во славу). Шурăм-п. № 14. Мана та праçник ячĕпе (для праздника) ĕçтересшĕн. || Надельная душа. Ст. Ганьк. † Ял ялĕнче хĕр нумай, хĕр нумай та, ят сахал. Хамăр ялта хĕр сахал, пĕрне те мана памаççĕ. . † Хĕр сахал та, ят нумай, хăçан ӳссе çитĕç-ши? Изамб. Т. Ятран куланай пухаççĕ (по душам). О сохр. здор. 57. Пĕр ик-виç вĕлле пулсан, вĕсем (пчелы) пĕр ятăн çулталăк куланайне татмалăх ĕçлесе параççĕ. Макка 235°. Ялпа пĕрле çынсанчен ят тăрăх укçа илеççĕ те, çав укçапа вара пĕр тиха или лаша илеççĕ. Альш. Тырă пулманнипе, ят сахаллипе юхха ере пуçланă вăл (он). Бес. о земл. Кашни пусса анана уйăрса, ятăн (по душам) валеçе пуçланă. N. Ятран (с души) куланай тӳлесси. Нюш-к. Ятпа уйăр, ятпа уйăрнă. Истор. Куланая ун чух çын тăрăх (ятран) тӳлемен, çĕр хисепĕпе тӳленĕ. Н. Шинкус. Вăл ӳчӳкне пирĕн ялсем пĕр вăкăр, пĕр тына, виçĕ сурăх параççĕ. Ӳчӳк çывăхара пуçласан, çав выльăх-чĕрлĕхсене илмешкĕн, тата кĕрпеçăнăх илмешкĕн, ят тăрăх мĕн чулшар-та-пусан укçа пухаççĕ. (Аслă ӳчӳк). Истор. Вăл, вырăс çĕрне хăйĕн çыннисене ярса, тепĕр хут ят хисеплеттернĕ. || Надел (земли) на душу или на едока. Цив. Манăн ят çĕрне те аттесем ĕçлесе порăнаççĕ. Мой надел земли обрабатывают мои домашние. Орау. Эсĕ мĕлле (или: мĕн) тăвашшăн: ятна парас-и, ай анан памалла-и? — çавна шут тума киле кил. Как ты хочешь сделать: сдать ли твой душевой надел с условием, чтобы исполнялись все повинности (арендатором), или сдавать в аренду позагонно (на год)? Приезжай решить этот вопрос. N. Çак вырсарни-кун ятне парассине нимĕн те калаçмарĕç. В минувшее воскресенье относительно сдачи земли в аренду ничего не говорили. N. Эсĕ пĕр ятпала та пит пуян. Ты и с одним душевым наделом живешь богато. Юрк. Ана-çарансене ят çинчисене-кăна мар, тара та иле пуçлат. Не довольствуется надельными полевыми угодьями и лугами, а начинает и арендовать. . Миките Микулайĕ, ачисем ята кĕриччен (пока дети не получили надела), çапла пит тертленсе пурăнат. . Миките Микулайне йышлă çемьепе, пĕр ят çинчи ани-çаранĕсемпе-кăна (с одним душевым наделом) тăранса пурăнма пит йывăр пулнă. Шурăм-п. № 18. Виçĕм-çул, халăх çĕр уйăрнă чухне, ята кĕресшĕн хыпаланчĕç (спешили получить надел земли). Изамб. Т. Старик ячĕ тухсан, тепле пурăнăпăр вара. Если надел моего умершего мужа отберут в общество, то как мы будем жить? Альш. Пур унта хăшĕ-хăшĕ, унтан-кунтан ят пуçтарнисем: çирĕмшер-вăтăршар ятлă. . Утă Чăнлă улăхĕнче ят пайне пĕр виç купа тивет, теççĕ, Элшелсен, утă пулнă çулсенче. «Ят пайĕ утă» тиекенни, унти утă, чăн лайăх утă вăл. Ч.С. Ятлă çынсем кашни килĕрен ят тăрăх çăмартапа çăкăр пуçтарса çӳреççĕ. (Во время «хĕр-аки»). Чув. календ. 1910. Пирĕн хура халăх йышлăланнă-çемĕн йышлăланса пырать, çавăнпа ят çĕрĕ сахалланнă-çемĕн сахалланса пырать. || Подушное. Изванк. Темиçе ят пама пар. Увеличь число мужчин в семье. (Из моленья).

ятарла

(jадарла), то же, что ятар. Ч.П. Ятарласа килтĕм çак киле, ытарса тухаймасăр, каç турăм. Хурамал. Ятарласа (решительно) тытăнсан, ĕç пулать, теççĕ. Если решительно примешься, то сделаешь дело. Панклеи. Эпĕ ятарласа Шемертене, кам вăрланине пĕлес тесе, йомăçа каþăм. Якейк. Йори, ятарласа корас тесех килтĕм (с целью увидать). Ст. Чек. Ятарласа кай (нарочито). . Акка патне ятарласах хăнана карăм. IЬ. Е мĕн тумланан? Ятарласа хăнана каймастăн-ха! Зап. ВНО. Ятарласах кайман; ятарласа çӳремен. IЬ. Хĕрĕ хавас пулмасан, ятарласа каяс çук. Сёт-к. † Ялăм-йышăм янтал пак-чĕ; ятарласа çӳрес чох (когда было нужно гулять во всю), салтак турĕç, мĕн тăвас! ЙОН. Ялăм-йышăм янтар пак; ятарласа çӳремерĕм, салтак туса ячĕç. Якейк. † Ялăм-йăшăм янтал пак; ятарласа çӳримарăм, ялтăн-йăшран уйăрăлтăм. || Ятарласа, серьезно (говорить).

яхăм

то же, что яхăн. Якейк. Тенкĕ çорра яхăм пĕтертĕм паян. Сегодня я истратил около полутора рубля. Курм. Мана пĕр сакăр çула яхăм (так дважды) чух, эпĕ анкартине кĕпçе çиме кайрăм. . Эпĕ çичĕ çула яхăм чухне.

яхăн

(jаhы̆н), близко, около (тат.). Употребл. и в склонении. У. Эсĕ ăна ху яхăнна ан çывхарт. Ты его не подпускай близко к себе. Ч.С. Эпĕ çамрăк чух чăнахах, вĕсем вĕрентнĕ тăрăх, киремет яхĕнне (= яхăнне) пыма та пит хăраттăм. Ходар. Сысна таврашне (свиней) унта яхăна та ямаççĕ (и близко не подпускают). Ст. Чек. Яхăнне те ямаст = çывăха та ямасть. Сред. Юм. Тытнă аллине çĕçĕ те: яхăна ан килĕр, тесе, сȏлласа-çиç тăрать ȏ çĕçĕпе; кăçта çын пытăр ȏн патне! БАБ. Яхăнĕнче (около киремети) выльăх тавраш хĕнесен, выльăх та вилеччĕ, тет. N. Пумилкке туса ирттеричченех вилнĕ çын, масарта вырăнаçмасăр, хăй пурăннă çурт яхĕнче (вм. яхăнĕнче) пурăнат. Хăр. Паль. 42. Хăшĕсем вершука яхăнарах. Некоторые приблизительно до одного вершка. Янш.-Норв. Ăна чӳклеме (для моления ему) вăл пуçтарнă укçапала пĕр виç кĕрепенке яхăн (около трех фунтов; у друг. виçĕ кĕрепенккене яхăн) пасар кулаçĕ илет. N. Пĕр виçĕ пин çынна яхăн. Приблизительно около трех тысяч человек. Н. Шинкус. Хай чикан кĕлетре çур сыснана яхăн какай çаканса тăнине курах карĕ. Б. Яныши. Пиртен пĕр çухрăма яхăнра пĕчик вăрман пур. N. Укçа икĕ çĕр тенке яхăн ытлашши пулнă. Денег оказалось почти на 200 рублей больше. Ст. Яха-к. Пирĕн хĕлле кĕрекен чиркӳве пилĕк çĕр çын (у др. çынна) яхăн кĕрет. || Употребл. и в временном значении. Макка 65. Пирĕн ял пуçланни çĕр аллă çула яхăнах ĕнтĕ. М. Сунчел. Вара çапла эрнене яхăн ĕçеççĕ (около недели). Юрк. Ăна ху та пĕлетĕнтĕр (вероятно, знаешь), вăл унта пĕр-ик çула яхăн пурăннă çын. Перев. Эпĕ пĕр вунă çулта яхăп-чĕ. Мне было около десяти лет. Шурăм-п. № 4. Ире яхăн (близко к утру) çил тухать. РЖС. 2. Пĕр çур сехете яхăнтан каллах хĕвел пăха пуçланă, çанталăк ĕлĕкхи пекех тӳрленнĕ. || В чувашизмах. Истор. Киеври халăх Владимиртен пуçне урăх никама та яхăна та яман (о других претендентах и слышать не хотел). О сохр. здор. Шыв ĕçнĕ чух карланкине шăнăр туртакан пулать, кайран вара шыв ĕçме яхăна та ямасть (о бешеном). СТИК. Ун яхăнне те пырас килмес. Не хочется и близко к нему подойти. . Çавă сана укçа пачи? ― Яхăнта та çук (и не думает). Сред. Юм. Эп: иксĕмĕр каяр-ха терĕм ȏна та, ȏ яхăн та каяс çõк вит. . Мана тыр виçнĕ çĕре яхăна та ямарĕ, хăй-çиç виçрĕ. СПВВ. Х. Манăн яхăн та тăрас килмест — нисколько. Сред. Юм. Яхăн та ан кала. Ни за что не говори. Ядр.Эпĕ çулла нумай çывăрма вĕреннĕскер, манăн ыйхаран яхăн та тăрас килмеçт, анчах ирĕксĕр тăрас пулать. Хĕвел, № 1. Пирĕн чăваш, вĕренсе, пысăк çынна тухсассăн, мăн-кăмăлланса каять. Чăвашсем çине яхăнта та пăхасшăн мар. Орау. Яхăнне те итлемеçт. «Не слушает ни за что». Макка 123°. Вăл хушнине тумашкăн яхăнне те итлемен (и не думал слушаться). || СТИК. Пухаççĕ, пухаççĕ, тет (ягоды), хĕрĕсен (у девушек) пуракĕсем тулма яхăнта та çук (далеко до краев), ывăл ачин пуракĕ тӳпеми тулса кайнă. || Недавнее, близкое время. Ч.С. Ĕлĕк ут та кустараччĕç (во время «сĕрен»), тет те, ку яхăнта пăрахăç тунă. Альш. Халĕ тата, çак яхăнсенче, тырă пулманнипе, ят сахаллипе юхха ере пуçланă вăл (он стал беднеть). См. яхăнта, яхăнччен.

яшка пиçĕмĕ

время, в течение которого можно сварить похлебку. Сред. Юм. Эпĕ паян пĕр яшка пиçемĕнче пилĕк çохрăма калла-малла кайса хутларăм (сходил за 5 верст).

яшт

подр. мгновенному прыжку. СТИК. Яшт сиксе каçрĕ, перепрыгнул. [Сред. Юм. легко перепрыгнул (о человеке)]. Урмай. Хай анчăк çури яшт анчах сиксе ларчĕ, тет, кусем çине; кăштах тытаймарĕ, тет, кусене. Б. Яныши. Кошак: шăши, тесе, яшт сикрĕ, тет те, кашкăра питрен ярчĕ-илчĕ, тет. || Подр. быстрому поднятию. Ала. 82. Çĕлен старикрен виçĕ хутчен ыйтрĕ, тет те, хӳрине яшт çĕклерĕ, тет те, старик иртсе карĕ, тет. || Подр. вскакиванию с места. Кан. 1929, № 46,4. Чышкисене чăмăртаса яшт! сиксе тăчĕ (вскочил). М. Васильев. Выçă тотар ирхине яшт-çиç сиксе тăрат мĕн. || Подр. лизку. Сред. Юм. Ине тăварлă хорана яшт, яшт! тутарса çуллать (лизание коровы). || Подр. вытягиванию тела во весь рост. Ядр. Яшт чăсăлса тăчĕ (вытянулся стоя). Бгтр. Пĕчик ачана тĕне кӳртнĕ чух, вăл хурантан яшт чăсăлса тухсан: вилет, теççĕ, хутланса тухсан: вилмест, теççĕ. || Подр. мгновенному прохождению или минованию. Бгтр. † Ух, ĕмри, яш ĕмри, яштах иртсе кайрĕ пуль! Тораево. † Яшăм, яшăм, яш ĕмĕр, яштах иртсе карĕ, курнать. Рус. † Яшка çурти кĕлеткем яштах сая каймин-ччĕ. || Подр. пронзанию. Шурăм-п. № 10. Туртса кăларчĕ пысăк çĕçĕ, яшт-çеç ăна тутарчĕ. Матки çухра юлчĕ (жену пронзил ножом). || Подр. колотью. Альш. Яшт чиксе ыраттарать. Колет (по временам). Орау. Калинккерен кĕнĕ чухне, чăркуççире яштах чикрĕ те, эпĕ вара кукленсех антăм. || Подр. втыканию. КС. Çемçе çĕре патак яштах кĕрсе карĕ. || Подр. быстрому отдергиванию. Сред. Юм. Аллине ман пĕç çине хорсан, йĕппе чикрĕм те, яшт! тортса илчĕ (получается незначительный шорох). || Подр. быстрому, как-бы мгновенному росту. Никит. Ырашăн та çавăн пекех ӳсесси пулмарĕ. Вăл, çур-кунне яшт кайнăскер, старик пек кукленсе, хытса ларчĕ. Орау. Вăл ача салтак патне çитсен (около совершеннолетия), темле яштах (с удар. на 1-ом слоге) ӳссе карĕ. Н. Карм. Ĕлĕк пĕчĕккĕ-кăна-ччĕ, халь яштах ӳссе кайнă, теççĕ çамрăк ачасене (= кинетех, т. е. вдруг). || Подр. быстрому киданию. Сорм.-Вар. Киле килсен, çăмхине яшт тӳрече умне (на подоконник) утса ячĕ, тет те, çăмхи урамалла кусса кайрĕ, тет.

е

(), или. Сам. 76. Тулли лавĕ тӳнейсе, е урапа çĕмĕлет, ытла хăвăрт вĕçейсе, е лаши-мĕн тĕрĕнет. Альш. Леш каять Картламай патне (е тĕл пулать-и ĕнтĕ). Картламайпа пыраç те ― пӳрте питĕрнĕ, кӳртмес. С. Е вăл халăха эпĕ тĕттĕмрен Христос умне ертсе кăларăп-и, е Христос тĕнĕшĕн тăрăшса, асап курса вилĕп-и, тенĕ. Ала 26. Пупсем халăхран ыйттăрĕç, тет: эсир вăл çынна паллаттăр-и, е тата палламастăр-и? Попы спросили у народа: знаете вы того человека, или же не знаете?

ен

(jэн'), сторона (склоняется только с афф. 3-го л.). N. Унăн икĕ енĕпе вăрман. По двум сторонам его лес. Т. М. Матв. Пĕр енче хир, тепĕр енче вăрман. (Кĕрĕк). Регули 1148. Хола енчен килчĕ. Прибыл со стороны города. Чхĕйп. Шырланăн (промоина) ял енчи хĕрне (край). Регули 1150. Ман ен(н)е пăх, конталла. Смотри в мою сторону. М. Васильев. А, вăл енне кайсассăн, ан ти! ая кĕрес çук. Собр. 429°. † Ай мулла, Ярмулла! Ярмулларан сăра илтĕм, пĕр енĕн чусĕ çук. (Искаженная п.). Бюрг. † Эпирех те каяс çулсем çинче икĕ енĕпеленех канавлă. По обеим сторонам дороги, по которой мы должны ехать, канавы. Орау. Енне-енне виçшерĕн тăраççĕ. Становятся по трое на каждую сторону. Юрк. † Енне-енне вуникĕ кусуй чӳрече кастарчĕ. По обеим сторонам вырубил по 12 окон. Сред. Юм. Енчен-енне тайкаланса пырать. Качается из стороны в сторону. || Бок. N. Эп сулахай енне выртсан, çывăримастăп. Мне нельзя (я не могу) спать на левом боку. Шибач. Пирĕн кин, тет, ача турĕ, тет; пĕр енĕ хĕвел, тет, пĕр енĕ ойăх, тет. Хыпар № 8, 1906. Енчи хĕррисене (аяккисене) шывлă тăмпа сĕрсе якатас пулать. Края боков нужно сгладить, обмазав мокрой глиной. || Календ. 1907. Икĕ енни тавлашнă чух, председатель вĕсене килĕшме ӳкĕтлет. При споре двух сторон председатель старается примирить их. Ст. Чек. Пуçма-пуç улăшрăмăр, пĕр енчен те сĕтев паман. Поменялись без всякой придачи (баш-на-баш), ни одна из сторон не дала придачи. || Сторона села; страна N. † Ула кĕсрен тыйхине хăях утă та йорĕ-чĕ; çакă ен хĕрсене мăк сухал та йорĕ-ччĕ. N. Пирĕн еннереххисем. Те из них, которые находятся (живут) ближе к нам, в нашей стороне. Регули 1151. Хăйсем ен(н)е каяççĕ. Отправляются в свой край. Альш. Çĕрпӳ енчисем эпир. Мы со стороны Цивильска (наша родина около Цивильска). О сохр. здор. Хале ĕнтĕ эпир хамăр пурăнакан енчи çимелли япаласем мĕнлине, хăшĕ кирлине пурне те пĕлтĕмĕр. || Отношение, Hinsicht. Ст. Чек. Вăл енчен калама çук. В этом отношении и говорить нечего. Хыпар № 33, 1906. Вĕренес енчен те тĕлĕнмелле вĕренеймеççĕ. В отношении учения они тоже не очень-то успевают. Беседа чув. 7. Христос тĕнĕ енĕпе тутарсем ун чĕрине пит ыраттарса пурăннă. Чет. пути. Халĕ ĕнтĕ Америкари çынсем епле пуян, пур енчен те (во всех отношениях) малтан пыраççĕ. Истор. церк. Ĕненекенсен хушшинче пĕр енчен те йĕрке пулман. || В значении послелога. Чума. Çавăнтан кайран вара çын е вилес енелле каять, е сывала пуçлать. Хыпар № 31-2, 1906. Вăл татах пăлхану енне шухăшлĕ. Псалт. 48,5. Юмахпа каланă енне хăлхама чикĕп, вăл юмаха псалтир каласа ăнлантарăп. Сборн. мол. Вăл ман енне хăлхине чикрĕ, ĕнтĕ хам кун-çулăмра ăна чĕнĕп. Регули 1149. Хĕвел ен(н)е çавăрăнчĕ. Обернулся (лицом) к солнцу. Сред. Юм. Кĕр енне кайсан (к осени) çанталăк сивĕтет вара. Синерь. Ир енне. К утру. Макка 110. Пирĕнтен хĕвел-тухĕçĕпе çур-çĕр енче. От нас на северо-восток. IЬ. 72°. Ялăн çур-çĕр енче. К северу от деревни. Альш. Качча кайсан, ачу-пăчупалан вăл еннелле пăхма вăхăт çук вара унта (когда пойдут дети некогда будет этим заниматься). IЬ. Турă енне те ытларах (больше) шухăшлаççĕ. IЬ. Чăп ĕç çыннисем чăвашăн авланса, качча кайнисенчен пуçласа ватталла çывăхарнисем таранччен. Вĕсем лешсем пек ял сутне кĕмеççĕ, лешсем пек юмăçĕ-вĕрӳçĕ енчех лармаççĕ. || В чувашизмах. Юрк. Нимĕн тума пĕлмесен (тăва пĕлмен енне) ăна та кăна та шухăшласа пăхаççĕ, чăвашсем вилменнине кура вăсенĕн тĕнне кĕрсе чăваша тухма та шухăшлаççĕ. П.П.Т. Вăсем аптранă енне (не зная, что делать) ак епле тунă... Сир. 113. Чун тарăхнă енне ӳпкелешем пĕреххут. Буду жаловаться в горести души моей. Ч.С. Эпĕ вара ним тăвайман енне (не зная, что делать), хупаха кайса лартăм. Баран. 28. Çи-халĕ ăна, çавăнтах шăлă шанса кайĕ, тесе пырать, тет, нимĕн тăвайман енне. Ч.С. Вăл унта, нимĕн тăвайман енне, вут çуннă тĕле сăхманĕпе витнĕ. Альш. Микулĕ каланă: çапла çав, вăл пуяс енне чукун та юр çинчех пĕçерет тенĕ. N. Аптăранă енне ним калама пĕлмесĕр суеçтертĕм. Хыпар № 37, 1906. Хресченсем хăш тĕлте, аптăранă еннипе: куланай параймастпăр, тесе, приговорсем çыра пуçларĕç. || Страница. КС. Икĕ енне те вуласа тухрăм. См. пит.

енти

(jэн'ди), памятник(?), станция(?), истукан(?), идол(?), чучело(?), фигура(?), изображение(?), образ и т. под.(?). [Из фразы «енти курма кайрăм», встречающейся в нижеследующем расскаве Т. М. Матвеева]. Ĕлĕк пĕрре Аслă-Арапуçсем Чĕмпĕре тырă сутма кайнă. Тыррисене сутсан, пурте пĕрле хваттере кĕнĕ. Унтан хула курма, япала илме кайнă. Çӳресен-çӳресен, пурте таврăнаççĕ. Çăпрук ятли-кăна çук. Кĕтсен-кĕтсен, хайхисем: кайма хатĕр пултăр, тесе, хăйсен лашисене те, Çăпрук лашине те кӳлсе хураççĕ; хăшĕ урапа çине хăпарсах та лараççĕ. Çăпрука кĕтсе, ăна ятлакаласа лараççĕ. Ку вăхăтра Çăпрук «чукун кĕлетке» курма кайнă иккен. Çӳресен-çӳресен, вăл Карамçын сатне пырса кĕрет те, нумайччен «чукун кĕлеткене» тĕлĕнсе пăхса тăрать (Карамçын памĕтнĕкне ĕлĕк ялти вырăссем «чугунная баба», чăвашсем — «чукун кĕлетке» теччĕç). Унтан Çăпрук хваттерелле чупать... — Ăçта шуйттанта çапкаланса çӳретĕн? Лар часрах! Кĕтсе ывăнтăмăр! теççĕ кăна юлташĕсем. — Енти курма кайрăм, тесе, персе ярать Çăпрук. Хай Çăпрука юлташĕсем çавăнтах кулса, енти тесе, мăшкăллама пуçлаççĕ. Çавăнтан вара ялта Çăпрук Енти хушаматлă пулса юлать. [Кăна эпĕ Аслă-Арапуçĕне 1908 —10 çулсенче илтнĕ]. Раз когда-то больше-арабузинцы (с. Большие Арабузи, б. Буинского у. Симб. губ.) поехали в Симбирск продавать хлеб. Продав хлеб, все вместе заехали на квартиру. Потом пошли посмотреть город и за покупками. Походили, и все вернулись. Нет только одного, Спиридона. Прождав некоторое время, они запрягли и своих лошадей и лошадь Спиридона, чтобы быть готовыми к выезду; некоторые даже взобрались на телеги. Сидят, ждут и поругивают Спиридона. Оказывается, в это время Спиридон уходил смотреть «чугунную бабу». Походивши (по городу), он забрел в Карамзинский сад и долго с удивлением разглядывал «чугунную бабу». (Раньше Карамзинский памятник деревенские русские называли «чугунной бабой», а чуваши — «чукун кĕлетке» (чугунное изображение). Потом Спиридон побежал по направлению к квартире... — «Где у чорта ты шлялся? Садись скорее! Устали ждать!» — говорят ему товарищи. «Я ходил смотреть енди» — ляпнул им Спиридон. Нашего Спиридона товарищи тут же стали дразнить, обзывая его Енди. С этих пор в деревне Спиридон получил прозвище Енди. (Таким образом, это слово, повидимому, является продуктом индивидуального творчества).

еп

епĕ, я. Бурунд. См. эп, эпĕ.

епле

(пл'э), как, каков, какой. N. Этем епли ачи-пăчи çинче палăрать. На детях видно, каков человек (о человеке можно судить по его детям). Сл. Кузьм. 75. Ху кам иккенне пĕлтерес тесен, юлташусем камне кала, вара эпĕ эсĕ еплине пĕлеп (я узнаю, каков ты). Беседа чув. 4. Епле хĕнетпĕр-ха? — Ăçта? Вара пушăсăр çула тухас тетĕн-и-мĕн? Альш. Ĕç, ĕç! Епле вăл, ĕçмесен? Апла эсĕ пире хăнана чĕнместĕн. Пей, пей! Как это не пить? Этак ты нас и в гости не позовешь. Етрух. Вăл: акă епле тасататăп, тет, пур чир-чĕре кил-ăш-чиккинчен хăваласа кăларатăп çакă килтен! Макка 139°. Юрăсене пусма пулнă-чĕ, вĕсене пусĕç-ши? епле пек? Песни обещали напечатать. Как тебе кажется, напечатают ли их? Орау. Çакăнтан ӳксен, вилмелле-и? (или: кунтан ӳксен, вилĕн-ши? — Епле ӳкен вĕт! А что, если прыгнешь отсюда, то умрешь? — А ведь это зависит от того, как упадешь. Юрк. Эсир епле ятлă çынсем пулатăр? Вы что за народ, что за племя? IЬ. Эсĕ епле кĕл-тунине эпĕ пĕртте курман, — епле кĕл-тăватăн? тесе ыйтат. IЬ. Санран ыйтатăп эпĕ: эсĕ хăна ху епле, айăплă тетне е çук-и? IЬ. Хăшĕ епле суеçтерме пĕлет, çав çапла суеçтере пуçлат. Никит. Ав, Петĕр киремете çырлахтарманшĕнех вилчĕ вĕт. Епле çырлахтармастăн ăна, епле çураçмастăн унпала? тенĕ. Ст. Чек. Епле илем (как мне купить) çакăн пек карттус? Ст. Шаймурз. Кӳлсе тухрăм çӳрен утăра, çул еплине пĕлмешкĕн. Хыпар № 27, 1906. Епле апла (как это так), мĕнле хаçетшăн (= хаçатшăн) тĕрмене хупаççĕ? тетĕп эпĕ. Юрк. Пире, чăвашă, юрат-çке, тетĕн, вăл епле апла юрат пулĕ? (как это допустимо?). Альш. Вĕсем кайиччен, ял еплерех (какова примерно) иккенне пĕлсе юласшăн эпĕ. || Какой бы ни...; как бы ни... О сохр. здор. Епле çыннăн тă (какому угодно человеку) хăйĕн тумтирне шаккама ĕçленĕ хушăрах кăшт та пулин вăхăт пулать. Альш. † Шурă Атăл хĕрри шурă хăйăр; еплеех те шурă пулсан та, юр пулмĕ. || В вопросах соотв. русск. а что, ну что. Юрк. Кăсен сăмаварĕ тахçантанпа тасатман: пăхма ирсĕр, тикĕт чӳлмекĕ пек хуп-хура. Хуп-хура пулнине курсан, хăни: эсир епле, куллен чей ĕçетре? тесе ыйтат. IЬ. Епле, И. И. сана киле ячĕ-и? IЬ. Пайтахчен уткаласа çӳресен тата: епле, аван-и? Вуласа пăххалĕ, итлем, тет.

еплелле

какой, как (более выразительно, чем епле). Ала 1. Эпĕ сире хăвăр хушнă тăрăх Азбабари школ çинчен тата çыннисем еплелли çинчен каласа кăтартас тетĕп. Шаймурз. † Кăçалхи çул еплелле, хĕрсем ача тăваççĕ!

епсĕрĕл

(псэ̆рэ̆л'), лежать пластом, «без всякого вида и формы» (как пояснил сообщивший). Ядр. Вăт сана укçа! Вырт халĕ епсĕрĕлсе! (говорит дурачок убитому им священнику). Орау. Тепри эпĕ курнине курсан, эпĕ чăтнине чăтсан, пурăнаймĕ-ччĕ, епсĕрĕлсе анăччĕ (= анĕ-ччĕ). IЬ. Ак ĕнтĕ каллех епсĕрлчĕ (развалился; гов. о лежащем чел.). IЬ. Тепри пулсан, çантах епсĕрлĕ-ччĕ. Если бы кто другой, то не выдержал бы таких ударов судьбы («тут же развалился бы»).

ерсе кай

уходить с кем. О сохр. здор. Унпала ерсе каять (болезнь). БАБ. Аттесемпе пĕрле эпĕ те ерсе кайрăм (пошел вместе).

ерĕш

то же, что ерĕç. Сред. Юм. Ерĕшеймелле мар. Нет времени (недосуг). Сказки и пред. чув. 42. Янтрак: халăх! ман вăхăт çук халĕ, ерĕшместĕп, тесе, чакма пуçларĕ. N. Эпĕ хам ывăннă та, суйма та ершместĕп. Я сам так устал, что не нахожу сил и врать. N. Ерĕш = ерç. || Быть порожним, не занятым (о вещи). В. Олг. Коршок ерĕшмес. Горшок занят.

йывăнтар

то же, что йăвантар, опрокинуть. Описка. Никит. Кунта çитсен, эпĕ вĕсен урапине йывăнтарса ярăп та лаши хăраса тарĕ, тет.

йыт-чĕччи

зачичеревевшие ягоды черемухи. Шарбаш. Паян эпĕ каçпа урама тухрăм. Виссар мучи çĕмĕрт çине, пăхрĕ те: кăçал çĕмĕрт пулмасть, сивĕпе йыт-чĕччисем анчах пулчĕç, тет.

Йышши

(шши), подобный. Çавăн йышши, подобный тому; кун йышши, подобный этому. Беседы на м. г. Ху йышши этем. Ст. Чек. Турăх йышши мар, хăймапа юрсан. Беседа чув. 14. Çав праçниксенче ачасем пуçтарăнаççĕ те, пĕр-пĕр вырăна тĕрлĕ йышши йывăç лартса тултараççĕ. || (Какого-либо) сорта, качества. Календ. 1904. Чĕкĕнтĕре вăрăм йышшине акас пулмасть, чăмăр йышшине акас пулать. N. Ĕççĕр çынсем калаçакан йышши сăмахсем. Н. Шинкусы. Ывăлĕ те тата пит час сиксе тухса каякан йышши мар иккен (не из таких, чтобы скоро убраться вон). Сир. 316. Вăл ун патне патша хурăнташĕсене анчах паракан йышши ылттăн пиçиххи янă. N. Авă эпĕ, пĕр пилĕк çул пулать ĕнтĕ, ачасене шултăра йышши çĕр-çырли лартма патăм.

икĕ йышши

двух сортов. N. Эпĕ халĕ пахчана икĕ йышши вăрлăх акрăм.

юл

йол, (jул, jол), оставаться. К.-Кушки. Михĕ хваттире юлнă. О сохр. здор. 57. Тата ĕнтĕ пирĕн вĕлле хурчĕ пылĕ çинчен пĕлесси анчах юлчĕ. N. Юлнă ĕçе юр пусат. (Послов.) N. Никам та килмесĕр юлма пултараймасть. Каждый обязан явиться. Регули 243. Эп киле йолнине вăл корчĕ. Он видел, как я остался дома. Истор. Пĕр çын юлмиччен шыв хĕррине кашни тĕне кĕме анччăр. Качал. Йăван тухнă чухне сылтăм енчи пичкинчен ĕçрĕ, тит; вăйĕ ĕлĕкхи паках юлчĕ, тит (у него вернулась прежняя сила). Шинар-Бось. Пĕр карттус çырларан пĕр çырласăр юлтăм. Чинер. Эсĕ килтен тухнă чух, Микула сывă юлчĕ-и? Альш. † Пирĕн пек айвансенчен мĕн юлать? Мĕн выляни-кулни, çав юлать. Г. Т. Тимоф. Çăкăр юлмиех çитрĕмĕр. Дожили до того, что остались без хлеба. М. Сунчел. Çăмăр учукне хыт-çухана тухасси пĕр эрне юлсан тăваççĕ (за неделю до пара). СЧЧ. Уншăн вăсен чӳк туман çĕр (место) юлмарĕ пулĕ; юмăçа кайман ял юлмарĕ пулĕ (ради больного всех йомзей обегали). Хĕрлĕ Урал 1921, № 10. Çурчĕсем пĕр юпа та юлмиччен çунса пĕтрĕç. Дома сгорели до тла. Чăв. й. пур. 29. Ачисем хăнчен çамрăк юлнă. Дети остались после него малыми. Бюрг. † Пире илес тиекен кăçалхи çул ан кĕттĕр, килес çула ан юлтăр (пусть не останется до будущего года). Сёт-к. † Сакăр така пусакан... сакăр сар хĕр пăхакан инке-арăмпа йолакан. Ст. Айб. † Савса сарă хĕр шыракан инке-арăмсăр юлакан. Кто ищет себе в жены красавицу, не получит и вдовы (см. инке-арăм). Ч.С. Вĕсем мун-кун иртсенех, çимĕк çавăн чул эрне юлчĕ, çавăн чул кун юлчĕ, тесе, калаçкалах тăраççĕ. || Отставать. Ст. Шаймурз. Пирĕн шухăш улат каялла. Изамб. Т. Ман лаша чилаях юлнă иккен. Янтик. Ача урапа хыçĕнчен чупса пыраччĕ: эп те пырап! тесе; хай ашшĕ ал-чăмăркки кăтартрĕ те, ача тăра юлчĕ (отстал). N. † Йăваш хĕр юрланă чух, пуян çынсенĕн ывăлĕсем юлни çук. Çутталла 71. Çуна хыççăн пĕр утăм юлми сиксе пырать (не отставая ни на шаг). Завражн. Манран пĕр виç аршăн йолса (или: кайра) отса пычĕ (шёл). Юрк. Суха сухаланă, утă çулнă, авăн çапнă, вăрман каснă, пур ĕçе те ĕçленĕ — арçынсенчен пĕртте юлман. Шигали. Чупсан-чупсан, пирĕн Петĕр ятлă юлташ, ырса, юла пуçларĕ. N. Ĕçрен полсан, эпех мар, ман шăлăм (sic!) та мантан нумай йолмасть. НТЧ. Элеккан килĕнчи ĕçĕ те хăйĕнчен кăçта юлнă, çавăнтах тăрат, тет (в том положении, в котором он их оставил); арăме ни ĕçлеме, ни юмăçа кайма аптăранă, тет. К.-Кушки. Ĕçрен юла пуçларăм. Я стал отставать от работы. Юрк. Хăй ватă пулсан та, ĕçрен юласшăн мар (работает). || Уйти под снег. N. Калчи ытла вăйлă йолмарĕ. || Быть ограничену. Альш. Çапла пирĕн тăхăр ял çĕр вăл вĕçĕнче Сĕвене-кăна юлать; Сĕве урлă каçаймас. || Не попадать куда. Çĕнтерчĕ 32. Пĕр-маях Кеорки салтакран юлса пымалла пултăр. || Прекратиться. Толст. Санпа туслă пуласси кунтан юлтăр ĕнтĕ (прекращаю дружбу с тобою). || В отриц. ф. ― потерять способность к отправлению естественных функций (вследствие утомительной работы, гов. о частях тела). К.-Кушки. Сӳс тĕве-тĕве аллăмсем юлмарĕç (навихал руки). Алик. † Хура турă лашине хура шыва ӳкертĕмĕр; пичи (ятне калаççĕ) кăмăлне, шăннам-ша(к)кăм юлмарĕ, урам-алăм (sic!) юлмарĕ. Шибач. † Тĕрне (= тăрна) çимен пăрçине пире коккăль туса парчĕç, шăлăм-çăварăм йолмарĕ. Курм. † Тем хамăра полас пак (невеста), çĕрне-конне пĕлмерĕмĕр, пилĕк-çорăм йолмарĕ. || Избежать. N. † Çакă патша саккунĕнчен ниепле юлмалла мар. (Солд. п.). Чăв. й. пур. 18. Вара эсĕ ку ăлавран пĕтĕмпех те юлăтăн. || Перестать рожать. Ст. Чек. Ачаран юлать. Перестает рожать детей. . Хĕр-арăм хуйхă пусмăрланипе çамрăкларах ачаран юлат. || Остаться в живых. К.-Кушки. Вунулттăран пĕри те юлмарĕç. || О зачатии. Ст. Чек. Юлнă. Произошло зачатие. [Срв. КС. Арăмĕ, ăшне (хырăмне) ача хăварсан, упăшкине пăрахрĕ, тет]. IЬ. Манăн санран ача, юлчĕ. Я от тебя забеременела. || Пропускать. Суждение. Эрнипе ĕçкĕ пулас пулсан, эрнипе те ĕçкĕрен юлас çук (они). Н. Шинкус. Ĕçкĕ-çикĕ ĕççе çинĕ çĕртен те юлманскер, курнат, ку (кажется, не оставляет без посещения). С. Никçан пĕр кĕлĕрен те юлман вăл. С.П. Кĕлле каясран нихăçан та юлман. Шибач. † Лаша начар илес терĕм ― хак (чит. хак) йӳнĕ; хак (хак) йӳнĕшĕн тăрмастăм-ччĕ, соха пенчен (=панчен) йолас çок. || В кач. вспомог. гл. См. «Оп. иссл. чув. синт. II, 46. Виçĕ пус. нум. пус. мĕнле куç. 14. Çапла пирĕн çĕр начарланса юлнă. М. Сунчел. † Аçу-анӳ пур çинче выляс вăййăна выляса юл. Хурамал. Кăларсассăнах, çук пулса юлчĕ, тет пери (чорт). Сир. Ноеммин çапла икĕ ывăлĕнчен те упăшкинчен те тăрса юлнă (лишилась). Ч.С. Çапла вара вĕсем пĕр ĕнесĕр пĕр лашасăр тăрса юлчĕç (остались без лошади и коровы). Ч.П. Вĕренсе юл, тăван, çак юрра. Юрк. Тутарсем çапла пĕри те пĕри виле пуçласан, пĕтĕм ялĕпе хăраса юлаççĕ (можно и: ӳкеççĕ). N. Эпĕ матякне вучаха хутăм: пут! терĕ, пат! терĕ, Патĕр-ялне кĕрех кайрĕ, хура йытти вĕрех юлчĕ, выртан каска йăванах юлчĕ (перевернулась). Синьял. Кайăкне тимерĕ (не попало в птицу) тет те, тĕкĕ вĕçсе юлчĕ, тет. N. Вăл хутсем сире кирлĕ пулсан, илсе юлăр; кирлĕ пулмасан, каялла парса ярăр. Скотолеч. 33. Кĕсенĕ хăпăнса ӳксен (отстанет) унăн вырăнĕ хĕрелсе юлать. Орау. Паянхи кун юлашкинчен эреке ĕççе юлмалла; ӳлĕмрен эреке ĕçмелле мар закон тухнă, ырантан вара никам та эреке ĕçме юрамаçть. Янтик. Çапла кăлăх калаçаччĕç; унтан лешĕ кăне (= кăна?) çапла каларĕ те, ку тăра юлчĕ, ним калама та аптăрарĕ. Ч.С. Эпĕ ун сăмахне итлемерĕм, пĕчченех тăрса юлтăм. НТЧ. Юмăç вунçичĕ пус укçана илсе юлать. Леш (тот) киле тавăрăнать. Альш. Халĕ ĕнтĕ вăл кӳлĕ ăшăкланса юлнă (обмелело). Хыпар № 42, 1906. Ури айĕнчен тенкеле урипе тĕртсе янă та, Васильев çакăнса юлнă. N. Пĕри апат пĕçерсе юлнă (остался варить обед). М. Яуш. Вара ухмах касса юлчĕ, тет те (остался рубить лес), пичĕшĕсем хăйсен лутки çине ларчĕçĕ, тет. С.-Устье. Вара пысăк вырăс пĕчĕк вырăса как çапрĕ, тет те, пĕчĕк вырăс кăшт пĕшкĕнсе юлчĕ, тет. Хыпар № 29, 1906. Кӳршĕ вара хăй ĕненнĕ пекех ĕненсе юлчĕ (поверил). || В некоторых чувашизмах. Юрк. Ашшĕ шухăша юлат. Отец задумался (о нужде своей). Ст. Шаймурз. † Çак тăвансем патне килсессĕн, юлнă кăмăлсем тупăнчĕç. О заступл. Эсĕ малашне пĕр ырăлăхран та юлмăн, тенĕ. Альш. † Лайăхах та килсе, сыв таврăнсан, тăшманĕсем юлĕç шухăша. N. Вилесрен-кăна юлсаттăм. Я чуть не умер («остался от смерти»). Чураль-к. Сăмахран полсан, эп çын айне йолаканни мар вара. Я на словах другому не уступлю. Ч.П. Шур укçу çине ан пăх, аппа, сăнă юлĕ ун çине. Макка 179. Малтанах куç чĕлхипе, ăншăрт чĕлхипе юлмасть. К.-Кушки. Эп унпа чисти алăсăр юлтăм (все руки отмотал).

юмах

йомах, сказка. Шибач. Йомах йоплĕ, хӳри коккăр (= каласа кăтартас килмес). Курм. Йомах леш енне, эп ку енне. (Так заканчивают сказку). Тогаево. Порте çывракансем сиксе тăчĕç те, илтлеме пуçларĕç, вара çав çĕр çĕрĕпех йомах ячĕç. Панклеи. Йомах йоман тăрне, хам хыр тăрне. (Заключение сказки). IЬ. Йомах каяла, хам малала (то же). IЬ. Йомах Йоман тăрне, хам çăка тăрне (то же). N. Юмах юман тăринче, хам çăка тăринче. Бел. Авал пулни — хальхи юмах? IЬ. Авалхи (ĕлĕкхи) пурнăç — хальхи юмах? Яргейк. Юмах ярса кăтартăр-ха мана! Скажите-ка мне сказку! Никит. Икĕ çăмха йомах(х)и. Сказка про два клубка. Сёт-к. Йомахрилла поль. Наверное, как в сказке. Синерь. Юмах юман урлă, эпĕ пилеш урлă. (Конец сказки). || Загадка. СТИК. Юмах (загадка) юпа тăрринче, халап (сказка) хапха тăрринче (говорят тому, кто просит сказать сказку). М. Яуши. Тупма(л)ли юмахсем. Загадки. Пус. Юмах ярăп, пĕлмесен, калăп (Çăпата). || Притча. Урож. год. Урттеми юмах çапать (сказывает притчу, делает намек). || Рассказ. Шурăм-п. № 16. Çисе ларнă хушăра пирĕн Тир Йăванĕ юмах çапа пуçларĕ: эпĕ çăрккаç арçури куртăм. В. Олг. Ку йомаха (рассказ) ярас полсан, ыранччен ярса пĕтерес çок. Если говорить об этом, то и до завтра не кончишь. || Разговор. Хĕвел, № 1. Тĕлĕнмелле — таçтан юмах (слова, разговоры) тухать (у них). Тогаево. Ко арăм, нимскер тума аптраса, çынсен йомаххисемпе йомăçа кайма тытăннă, тет. Ала 15. Ир тăрсассăн, икĕш каяллах юмаха кайнă (вступили в разговор).

юмăç

юмăçă, у И. Н. Юркина всегда юмăçĕ, знахарь, ворожея. М. П. Петр. Чăваш. й. пур. 36°. Вăл юмăç ялан укçа çинче пăхнă иккен. N. Христос турра мухтас вырăнне, çавă шуйттан тарçине, юмăçа, мухтаса тăраççĕ, акă мĕн калаç: эсĕ пушали кĕнеке вула, а пиршĕн пулсан, юмăç турăпа пĕрех, юмăç вăл çурă турăпа пĕрех, теççĕ. Бюртли-Шигали. Манăн атте хамăн юмăç-чĕ. Чăваш çемйинче кăшĕ-те-пулсан чирлет те, каять вара юмăçа. Макка 207. Юмăç, пĕр каласан, нимĕн те тăва пĕлмест. Вăл çынсене çапла улталат: йĕп çине çăкăр тирет те, суллантарма тытăнат; суллантарат вăл икĕ çăкăр татăкĕ хушшинче, или просто укçа çине пăхат. Хальхи юмăçсем аплах хăтланмаççĕ, ĕлĕк миçе пус панă, çавăн чухлĕ сăмах анчах каланă. Сюгал-Яуш. Юмăçĕ вăл киреметĕнчен пăртак лайăхрах пĕлет пулмала. Вăл киреметĕн шăльнĕ пулнă, тет. Вăл ăстан суйине тупса çитерет-ши? Нумайăшне киреметсенчен ытларах юмăçи улталать, курнать. Ну хутте хай юмăçи те çынсене улталанă, тет. Ну çынсем те хăйне нумай улталаççĕ, курнать. Виçĕ пус парса та улталаççĕ, курнать, пилĕк пуспа та; вунă пусне парсан, тата пушчех суйма тапратать, курнать. Вара кайран тата килме каласа ярать, тет. Халь ывăнса çитрĕм, тет. Тепĕр виççĕ (sic!) кунтан пурне те каласа ярăп, тет; суй (sic!) суйса ярать, тет. Вăл ырă этемех-ши? Вăл этемренех çуралнă-ши? Ун патне ырă шутлă çынах ан кайтăр, тесе, калать, тет, пĕр çын. N. Ху юмăçна ху палăртатăн. Сам показываешь, что ты гадатель. Ст. Чек. Укçине чĕрки çине (хурса?), çăккăр татăкне йĕппе чикеççĕ. Йĕппин куçне çиппе витĕреççĕ, вара сулланасса кĕтеççĕ. Çак япаларан мар-и ку чир? тет. Суллансан: çак япаларан; ав уçăлса каят, тет; сулланмасан: ак çак (урăх япала калаççĕ) япаларан мар-и? тет. СЧЧ. Çавăн чухне хамăр ялта пĕр суккăр хĕр юмăç пур-ччĕ. Ун патне (к ней) юмăçа (для ворожбы) çĕршер çухрăмран пар лашасемпе пыраççĕ. Б. 13. Вăтанман юмăç пулнă, тет, ӳркенмен ăста пулнă, тет. НТЧ. Çав ялта, укçа çĕне (= çине) пăхса, мĕн пулнине, малалла мĕн пулассине пурне те тĕрĕс каласа кăтартакан арçын юмăç пур, теççĕ. Чуратч. Кил-ăш-чиккинче кирек кам сымар пулсан, час-часах юмăç патне чупса каяççĕ. Юмăç патне пырсан: ман килте çапла ача çывмар пулчĕ-ĕçке, тесе, каласа кăтартаççĕ. Вара юмăç, пĕр çип вĕçне çăккăр хытти çыхса, суллантарма тытăнать. Суллантарсан-суллантарсан, калать: сан ачу йĕрĕхрен, сана вăл пĕр така тумасăр та каçарас çук, тет. Альш. Юмăçă; один из приемов: алă тымăрне пăхать, кăвапине пускалать. Ч. С. Чӳк пуçлас, тесе, юмăç карчĕкне чĕнсе килчĕçĕ. Ib. Атте вара пиччене юмăçа чӳклеме кайса илтерчĕ. Могонин. Юмăç тесе, ăста пĕлекен çынна калаççĕ. || Знахарство, гаданье. Альш. Юмăçă укçипе (деньгами, полученными за гаданье) пуяймăн. БАБ. Вăл кун (?) çĕнчен мана пĕр пирĕн кӳршĕри юмăçа пăрахнă (бросившая ворожбу) карчăк каласа кăтартрĕ. Болезни. Паян ĕç тытас çук-ха; çав ача кĕнеке тăрăх юмăç пăхма пĕлет, тĕт-ха, кайса пăхтарас. БАБ. Эпĕ ĕлĕк, хĕр чухне, пĕр юмăçран юмăçа вĕренни çинчен (об учении колдовству) илтнĕ-ччĕ. Ст. Яха-к. Епле (какой) чӳк тумаллине эпĕ ăна халех юмăç çинче пăхса пĕлĕп (узнаю из гадания), терĕ, || Кан. 1927. № 237. Матка йăпăр-япăр Шĕнере, юмăçа тухса чупрĕ. Якейк. Опăшкине йомăçа янă. || Сред. Юм. Солланкаласа тăракан çынна, выльăха та: йȏмăç пăхать, теççĕ (говорят о сонном, пьяном человеке или о плохой скотине). || Йомăç, прибор для гадания. || Йомăç, отвес (у плотников). Шарбаш.

юмăç пăх

гадать. КС. Ст. Яха-к. Мĕн пыраканĕ пурте пирвай, инкен аллине тытса, юмăç пăхаççĕ. Вĕсем, хĕвĕнен çăкăр хыттине туртса кăларса, йĕп тăрне тăрăнтараççĕ, тата чĕрçине пĕр хуран ывăсси хураççĕ. Вĕсем, çав çăкăр хыттине йĕп тăрăнче суллантариччен, çăкăр хыттине тута таврала, тем каласа, çавăраççĕ. Кирек хăш юмăç та, эпĕ курнисем, çăкăр хыттине йĕп тăрăнче суллантарнă чухне, калаççĕ: çак кине Сурăм киремеч тытнă пулсан, çăкăрпа йĕп пĕç тăрăх суллан; унтан мар пулсан, урлă та пирлĕ суллан, теççĕ. Суллансан-суллансан, çăкăр хытти тапах чарăнмасан: çук, кунтан мар-ха, теççĕ. Микушк. Юмăçă юмăç пăхать. Вăл çăкăр татăкне йĕппе тăхăнтарать те, сулласа ларать. Чирлĕ çын ун патĕнче пăхса ларать. Вăл вара, пăхсассăн: чирлĕ çынна çав тӳрĕ (дух) лекмен-и? тесе, ыйтать. — Çав тӳрĕ лекнĕ пусан (= пулсан), яр кай, тет. Яр каймасан, тата сулласа ларать Тепĕр тӳрĕ лекмен-и? тет. Вăл тӳрĕ лекнĕ пусан, яр кай, тет. Мĕн ыйтать? тесе, сулласа ларать. — Çунатлă ыйтать-и? пăтă-юсман ыйтать-и? тет. Пăтă-юсманнах юрать, тет. Тăрсан-тăрсан: юрамасть, тет. Тата шалалла каять пулĕ-ха вăл: вăкăр-тына ыйтмасть-ши вăл? тет. Сулласан-сулласан, тупать вара мĕн пусмаллине. Вара вăл мĕн хушнă, çавна пусаççĕ. Пуснă чухне, урине, пуçне çăвать те, урайне ярать. — Силленет-и? тесе, кĕтсе тăрать. Силленсен, пусса çияççĕ; силленмесен, ăна ярса, тепрĕне (= тепĕрине) тытаççĕ. Вăл силленсен: килĕшрĕ, тесе, пусса, çияççĕ. Юмăçă хушсан, лашана хĕрхенмеççĕ, пусаççĕ. Хăйин(хăйĕн) çук пусан, сутăн та пулин илсе пусаççĕ.

юн

йон, (jун, jон), кровь. Н. И. П. Юн çинче (ăшĕнче) выртат. Лежит в крови (человек). N. Хĕп-хĕрлĕ (или: чĕп-чĕрĕ) йон выртать. Лежит весь в крови (чел.). Орау. Питне, сăмсине-çăварне пĕтĕмпех çĕмĕрнĕ. Пĕтĕм пичĕ-куçĕ юнланнă (или: чĕп-чĕр юн пулнă). Шел. 27. Кайсан, кайсан, вăл татах курать тепĕр вĕшлине, юн çийĕнче (в крови) пĕр сассăр, хусканмасăр, выртнине. Якейк. Чĕп-чĕр (или: çара) йон выртать. Лежит весь в крови. IЬ. Чĕп-чĕр йон полаччен вăрçрĕç. Раздрались в кровь (о дерущихся). Орау. Чĕп-чĕрĕ юн выртать, хăй таврашĕнче те пĕтĕмпе юн кӳленсе выртать (лежит в луже крови). IЬ. Вăл чĕп-чĕр юн пулнă. Якейк. Чĕп-чĕр йон поличчен ватнă. Избили до крови. Шел. П. В. Вĕçсĕр-хĕрсĕр çын вилли юн ăшĕнче выртрĕçĕ. Юрк. Юнне пĕçереççĕ акă епле: пуснă выльăхăн таса юнне кĕрпелĕ савăт çиве илеççĕ, ăна, юнĕ çывăриччен, кĕрпипе пĕрле пит хытă пăтратаççĕ. Юнĕ çывăрсан, çав кĕрпепе хутăштарнă юна аш яшки çине ярса пĕçереççĕ. Хыпар № 8, 1906. Çавăнтах ăна пĕр стражник (= страшник), пăшалпа çапса, юн кăларнă. N. Юн ярса пурăнаççĕ. М. Васильев № 3, 37. Алли-ори пăчах йон. Руки и ноги все в крови. С. Тим. † Çамрăксенĕн чĕн пушă; чĕн пушăран юн тумлат, юн тумлин те, чун сават. Шурăм-п. Хăй тăванне пĕлсессĕн, куçĕсенчен юн тухнă (кровь выступила), тет. Изамб. Т. Ул юн яртарчĕ. Ему пустили кровь. . Эпĕ ăна юн ятăм. Я пустил ему кровь. . Сăмсинчен-çăварĕнчен юн кайнă, тет. У него из горла и носа шла (или: пошла) кровь. . Юн кайнипе вилнĕ. Истёк кровью и умер. Янтик. Пĕтĕм алла юн. Все руки в крови. СТИК. Пирĕн ĕнтĕ юн сивĕннĕ, пире, кăмака çинче выртсан та, çылăх мар; эсĕр халь çамрăк çын шăнма юрат-и! (Говорят старики молодым людям). Орау. Сăмсаран юн яриччен çынна çапма юри ку?.. Разве можно бить до того, чтобы потом из горла и носа пошла кровь?.. (Сказано о прошедшем событии). . Виличченех çапла юн шăрса пурăнчĕ (мочился кровью). N. Ӳсĕрскер, яла пырса кĕнĕ чухне, пуçне уличе юпи çумне пенĕ те, пуçĕ чĕп-чĕр юн пулнă. Въезжая пьяным в деревню, он ударился головою о воротный столб и разбил себе голову в кровь. Сред. Юм. Епле самăр ȏлă, юн пик хĕрлĕ çӳрет вит! Какой он здоровый ― красен как кровь! Орау. Юнь (= юнĕ) шĕвелнĕ пулĕ унăн (кровь бежит так, что нельзя удержать). Турх. Сурчăк çинче юн пĕрчисем тĕл пулкалаççĕ (у больного). Скотолеч. 5. Хăш-хăш çынсем лашисене çур-куннесерен юн яртараççĕ (делают кровопускание). Чув. Календ. 1910. Пыртан юн кайнă чух, е тăварлă шыв е пăр çăтас пулать. При кровотечении из горла нужно пить соленую воду или глотать лед. Шаймурз. Çăвару тулли юн пулĕ, ăна ан сур вара. (Послов.). Ст. Шаймурз. Юпа çумне юн тăкăнат. (Пиçиххи çыхни). Т. М. Матв. Юнĕ пур та, чунĕ çук. (Палан). Чунĕ пур та, юнĕ çук. (?) || Бранное выражение. Юрк. Пăхăсăн, вăл татах тăранман. Татах кунтан, тĕпрен (из отцов. дома), шырат (хочет что-то получить). Кунта мĕн унăн, хура юнĕ юлнă-ши?.. çавна шырат-ши?.. (т. е. у него не осталось ничего). || О менструации. Орау. Юнпа пĕвенсе çӳрет-ха (у нее менструация; так говорят с оттенком легкой шутки). || В чувашизмах. Ч. П. Пăхма хĕрсем хĕвел пек, ăшĕ-чикки хура юн. На взгляд (эти) девицы как солнце, а внутри их черная кровь (т. е. они злы).

юпа

йопа, (jуба, jоба) столб. СТИК. Çак юпана вайкăнтар-ха. Свали-ка этот столб. Изамб. Т. Йăлт çунса кайнă, юпи те юлман. Каша. † Ылттăн юпа пулăттăм, вăйă варринчен тухмăттăм. Чув. прим. о пог. 48. Хĕвел юпа пек тухсан, çăмăр пулать (хĕлле сивĕ). Если солнце восходит столбом, будет дождь (зимою – мороз). Персирл. Тĕлекрам(-грам) йопи, тĕлеххон йопи. Пазух. Вăрман хĕрри юманлăх, çинчен икел суйлар-и те, тĕпне юпа тăвар-и? N. Вăл (моя невеста) вилсен, каллех шăннă юпа пек тăрса юлтăм. Юрк. Хапхаран кĕрсен (по возвращении с кладбища), урапа çинчен ансан, хапха хыçĕнчи юпа йĕри-тавра виçĕ хут çаврăнаççĕ. Сред. Юм. Чохăн çол çинчи правăка юпаран юпана (от столба к столбу) лектерсе пыраççĕ. || Столб, изображающий собою покойника. См. К. Прокоп., Похороны и поминки у чув. Макка 231. Чăн пирвай вĕсем юпа касма каяççĕ. Вил. йăл. Выльăх пуснă вăхăтрах юпа тума тытăнаççĕ. Юпине хырăран тăваççĕ. Авалхи чăвашсем чултан, тăваткал касса, тунă. Халĕ те хăшĕ чултан тăваççĕ. Чулне, хуларан илсе килçе, малтанах хатĕрлесе хураççĕ. Юпине çын евĕрлĕ тăваççĕ: сăмсине тăваççĕ, çăварне. Юпине непременно кутăн тăваççĕ. Макка 191. Унтан, масар çине çитсен, юпине лартсассăн, ун çине пĕр укçа çапса кӳртеççĕ, унтан тата ун çине пĕр çурта çутса лартаççĕ. Çав çапса кӳртнĕ укçине: кун çути пулать; çав укçа çуттипе вилнĕ çын леш тĕнчере çӳрет, теççĕ. Вил. йăл. Юпа çинче лармалли каç. N. Юпа çинче ларнă чух никама та йĕме хушмаççĕ. Тăванĕсем йĕнине курсан, вилнĕ çын та йĕрет, тет. Макка 212 и 215°. Унтан вара каçпа юпине хускатаççĕ; юпа хускатнă чухне купăс каласçĕ, юрлаççĕ, макăракан та пур, пурте пур. Унта тата ташлаççĕ, ташлакан çынни витрене укçа ярать, вăл укçи мĕн чӳлĕ пухăнать, пурте купăççа пулать. Çапла юпине те иртерсе яраççĕ. . 190°. Юпа, тесе, ак мĕне калаççĕ: йăвăçран этем манирлĕ тăваççĕ те, ăна вăрмантан вара исе килеççĕ; çавна, масар çине кайсан, лартса хăвараççĕ. || Поминки. Чхĕйп. Авал вилнĕ çына (sic!) юпа акă мĕле (sic!) тунă: вăлсам уна улт эрнерен тума пĕлмен, çимĕкре тунă, кĕркуне (sic!) тунă, тата çăварнира тунă. Ст. Чек. Юпи иртсен, ултă кунтан, ăрăтнипеле пухăнса, каçалапа хутăштараççĕ, пурне те ĕлĕк вилекен çынсене те пĕрле, çурта çутса, хутăштараççĕ. (На осенних поминках). Макка 190. Унтан вара, юпине çитиччен, кашни-эрне каç хываççĕ. . 192°. Унтан вара çутăлас еннеле (sic!) юпа иртерме каяççĕ. . 214°. Çулталăк иртсен, унăн юпине тăваççĕ. N. Унтан тата тăххăрĕмĕш, çирĕмĕш, хĕрĕхмĕш кунне. Татах çав кунсенче юпа тăваççĕ С. Йопи çинче пусни (на поминках). Беседы на м. г. Çын вилсен-тусан, пумилккине (юпине) чăвашла ирттерсе, вилнĕ çын чунне хуйхăрмалла тăваççĕ: пумилккере, купăс-кĕсле е шăпăр, сăрнай-мĕн каласа, ташлаççĕ, сикеççĕ; юрлаççĕ-кулаççĕ, шăнкравсем çакса, купăспа, сăрапа масар çине лашапа кайса, йĕркерен тухаççĕ: вут чĕртсе, ташласа, юрласа, ашкăнаççĕ; сăра чĕрессисене, куркисене, çапа-çапа çĕмĕрсе, масар çине пăрахса хăварса тавăрăнаççĕ. М. Сунчел. Çиччĕшне туса иртерсессĕн, хĕрĕх кун иртсен, хĕрĕх пĕрмĕш кун каçхине, асăнса, юпа тăваççĕ. Каçпала юпа тума выльăхсем пусса, çимĕççем пĕçерсе хураççĕ; пуянтараххи прик (= пĕр-ик) витре эрех илсе, хатĕрлесе хураççĕ. Пурне те хатĕрлесе пĕтерсен, вăрмана юпа касма каяççĕ. Малтан унта кайма сăрасем, эрехсем, хывма куймаксем хатĕрлесе хураççĕ. Пурне те хатĕрлесе пĕтерсен, лаша кӳлсе, шăнкрав çакаççĕ те, вăрмана юпа касма каяççĕ. Вĕсен хыçĕнчен пĕри юналутпа купăс каласа пырат. Вĕсем унта кайнă чухне çапла юрласа каяççĕ:\nХура пĕлĕт юха-çке,\nПирĕн ĕмĕр ирте-çке;\nХура пĕлĕт юхнă чух,\nХăçан çăмăр çуманни пур?\nПĕр вилнĕ çын юпа тунипе\nХăçан чĕрĕлни пур?\nВĕсем тата нуммай юрлаççĕ, анчах эпĕ пурне те пĕлместĕп. Вăсем, вăрмана çитсен, лашисене тăвараççĕ, вара вут чĕртсе яраççĕ те, вут кутне куймаксене, сăрисене, эрехсене вут кутне лартаççĕ. Вара, пĕр çăка касса илсе, пĕр вĕçне шӳретсе, çĕре çапса лартаççĕ, пĕр пуçне икĕ пуслăх укçа çурса хураççĕ. Тата: вилнĕ çынна çиме, тесе, тенкелсем, сĕтелсем, кĕперсем тăва-тăва хураççĕ. Вучĕ йĕри-тавра юрласа, купăс каласа, ташласа çаврăнаççĕ. Виçĕ хут вут йĕри-тавра ташласа, юрласа çаврăнсан, хываççĕ те, киле таврăнаççĕ. Киле таврăнсанах, сасă кăлармасăр ĕçме-çиме пуçламаççĕ. Пирвой виççĕн е тăваттăн, шыв хĕрне кайса, пĕшкĕнсе лараççĕ те, çапла каласа юрлаççĕ:\nХура чĕкеç чĕкĕлтетсе килет,\nПирĕн (вил. ят.) килет вăхăчĕпе.\nÇула пулмасăр нихçан та чĕкеç килмест,\nВăхăт çитмесĕр никам та вилмест. \nСасă кăларса килсен, пӳртрисем: ăçта кайрăр? тесе, ытаççĕ. Сасă кăларакансем калаççĕ: (вилнĕ çын ятне) чĕнме кайрăмăр, теççĕ. Çапла калаççан-тусан, юпана пуçласа яраççĕ. Вара çĕрĕпех ташласа юрласа ирттереççĕ. Çутăлсан, шыв хĕрне кайса, хывса килеççĕ; унта илсе кайнă савăтсене пĕрне те каялла илсе килмеççĕ, çавăлтех салатса хăвараççĕ. Чăвашсем юпана çапла ирттерсе яраççĕ вара. . Çав çын вăл каç çавсен юпине ирттерет иккен. Он делал в тот вечер по них поминки. . Пăртак хыврĕç те, юпа халăхсем Раман пичче патне кĕрсе кайрĕç. Шел. 22. Юр юрласа, ташласа, тăваччĕçĕ юпасем. В. Олг. Ашшĕ каласа хăварса улне: мана, тет, йопа çине лаша парăр, тет. Изванк. Аннене пытарса килсен, тепĕр кунчех каçхине (пумилккине) юпине иртерчĕç. Ун чух иртермен пулсан, ĕç пĕтмесĕр те иртерес мар тет-чĕç; тата унччен тиркесси, терĕç. Çын вилсен, юпине иртермесĕр ни кĕпе-йĕм, ни тăла тавраш çумаççĕ, ни кăмака шăлмаççĕ. Ват çын вилсен, кирек хăçан та майлă пулсан, тиркемесĕр хăвармаççĕ. Ача-пăча вилсен, аплах тиркемеççĕ, çинчех юпине иртереççĕ. Пирĕн патри çынсем, ват çын вилсен, вăл çамăрăк (sic!) мар, çавăнпа тиркес пулат, теççĕ. Çапла тиркенине вăсем вилнĕ çынна хĕсепленĕ (= хисепленĕ) вырăнне хураççĕ. Чертаг. Йȏпа — поминки (улт эрнерен). || Брань. Хорачка. Изамб. Т. Мĕн юпа пек тăратăн? Что ты стоишь как столб? (То же выраж. и у КС.). || Кол. В. Олг. Тораево. Тата амăшĕ икерчĕ пĕçерчĕ, тет те, карта юписем çине тире-тире çӳрерĕ, тет. Пшкрт. Сидэт пэ̆р карда βи патн'а. мэ̆н э̆с' лэксэ̆р ты̆рады̆н? тэтβаjа. (В зап.-козм. говорах столб, а также и мачта, называется тонката. У др. чув. посл. слово озн. пень). || Рубль. СТИК. Пĕр юпа парас-и, мĕн тăвас? (гов., когда секретничают, при продаже или покупке). || Юпа — король (в картах). К.-Кушки. См. чирку.

юпах тьыха

юпах тиха, жеребенок по второму году или двух лет. Ст. Чек. Юпах тиха — жеребенок по второму году. Яргуньк. Йопах тиха — годовалый жеребенок. N. Юпах тиха, ж. возрастом от одного до двух лет (то же и в Сред. Юм.). СТИК. Юпах тиха — хӳре каснă тиха. Юрк. † Хура вăрман айне эпĕ çул турăм юпах тихапа çӳреме. IЬ. Хурал тăракан лашасем начар юпах тихасем пек. Хорачка. jобах т'иђӓ или ађаjа-ђэ̆рни. Чураль-к. Шăм пахчара юпах тиха. (Чĕлхе). Пурри урхамах, çукки юпах тьыха утланăр. А. Турх. Юпах тьыха, двухлетний жеребенок.

йорлă-шуллă çанталăк

весенняя распутица. Якейк. Çор-конне, йор кайнă чох, йорлă-шуллă çанталăкра, эпĕ Шапашкара (= Шупашкара) çорта илме карăм та, чут вилеттĕмч, аран çитрĕм.

лайăх

хороший; хорошо. В. Байгул. † Лайăх лашасем ямшăклăх, лайăх ачасем патшалăх (годны на службу государству). Сюгал-Яуш. Пĕр лайăх кун ман пата юлташсем пычĕç те, каларĕç. N. Лайăхран те эпĕ ăна илтĕм. Орау. Ан та кала (и не говори), лайăхскере так кулăхах (незаслуженно) хурлаççĕ! Ib. Лашана лайăхскере туянчĕ. Регули 130. Вăл ĕçлени лайăх. (Его работа хороша). Якейк. Лайăх кайăр! Счастливого пути! N. † Эпĕрех килтĕмĕр, каятпăр: кайни лайăх (хорошо, что уехали), тесе, ан калăр. Регули 594. Ман окçа полсан (если бы были), лайăхчĕ. Ib. 748. Лайăх мар, çомар çăвать. N. Эсĕ ху ăçта выртатăн, çавăнтах сар, иккĕн калаçса выртма лайăх. N. Вуламасăр тăриччен (лариччен), вуласан лайăхрах пулĕ. Чем не читать, лучше читать. N. Лайăхăн лайăхах пулат (= лайăх çыннăн ĕçĕ те лайăх пулат). || Хороше́нько. N. Лаша туяннă чухне (во время покупки) лайăх пăхăр (смотрите хорошенько, т. е. внимательно). N. Лайăх ларăр. Сидите хорошенько (не упадите). || В достаточной степени, в достаточном количестве, вполне, порядком. Чăв. й. пур. 19°. Эсĕ эреххе лайăх пар та, тĕрĕс пар, тенĕ. Якейк. Ку урока эп лайăхах пĕлимасп (не совсем хорошо знаю). N. Çавăншăн вара ăна лайăхах хĕртсе ячĕç (порядком прибили), тет. О сохр. здор. Акă пĕр талăкра пĕр çынна 2 кĕрепенкке çăкăрпа виç чĕрĕк аш, е авантарах пулă лайăхах çитет. Хĕн-хур. Вăл тухса утнă вăхăтра лайăхах тĕттĕм пула пуçланă. Регули 1405. Эп она лайăхах ватрăм, асăнĕ вăл мана. N. Пĕр сехет лайăхах (= вполне) пулĕ (т. е. несомненно теперь уже не менее часа пополудни). Г. А. Отрыв. Пĕр шанта 20 витре лайăхах пур вара, лайăхăнах çирĕм пур. СЧУШ. Пĕрени майĕпе сулланса кайса пачĕ, тет, кăна (медведю) пуçĕнчен лайăх кăна (здорово). В. Олг. Лайăх пăхас (угощать). Кан. Хăшпĕр чухне сехрене лайăхах хăпартаççĕ (пугают). Юрк. Кунта хăнана килтĕр-ем эсир, лайăхтарах çиесем ыйтăтăр? || Приветливый. ПВЧ 99. Аттипе те апи лайăх полсассăн, тата килĕс кăмăл (желание) пор. || Удачный. Якейк. Лăйăх çоратмарь; арăмăн ачаран телĕй полмарь (роды были неудачны). || Неповрежденный. N. Лайăх çтенаранах тĕтĕм (дым) тухать. || Здоровый. В. Олг. Лăйăх-и? Су-и? Здоров-ли? — Су, лăйăх-ха. N. Лайăх-и? Сыв-и? Здоров-ли? Здравствуйте! Альш. Тимĕрçĕ ачи ирĕлтернĕ тăхланне çакăн лайăх куçне (в её здоровый глаз) яра пачĕ, тет. || Небось. Орау. См. халтлаттар. N. Пуçран пĕре тăхăнтарсан, илĕн вара! Вот дам тебе по башке, небось тогда возьмешь! (или: „вот тогда возьмешь!“ — Этот оборот употр. в смысле угрозы: если ты возьмешь, то я ударю тебя по башке!). Якейк. Пĕре холăпа çонтарсан, лайăх вăрмана кайăн! Вот отпорю прутом, тогда будет леç! (Так гов. напр., ребёнку, который надоедливо просится в лес). || Можно. Скотолеч. 10. Çав вăхăтра ăна (жеребёнка) алла вĕрентме лайăх (можно приручить).

лаклат

гл. от лак-лак. КС. Лаклатса ларчĕ. Сел грузно. Орау. Паян эпĕ пусма çинчен лаклатса антăм (скатился, стукаясь задницей). || Бултыхаться. Сред. Юм. Чĕпĕллĕ çăмарта, сôлласан, лаклатать („звук, получаемый при скором размахивании в руке насиженного яйца“). || Бегать без дела. Сред. Юм. Мĕн лаклатса çӳрен эс ŏн хыçĕнчен? Что ты без дела бегаешь за ним?

ланкăр

(лаҥгы̆р), подр. бултыханью в бочке. N. Эпĕ çырма тĕпне кусса кайрăм (скатился), ланкăр-лăнкăр кускала каятăп (в бочке).

ланккама

(лаҥккама), яма. Изамб. Т. Эпĕ утса пынă чухне ланккамана кĕрсе ӳкрĕм (попал в яму). || Шатуга. Чертаг. Якейк. Ланккама, ланккаса çӳрет!

лап

(лап), подр. звуку хлопнувшегося (упавшего) предмета. СТИК. Çăм мишукĕ лап персе анчĕ. („Лап – звук мягкий, похожий на звук, когда падает что-нибудь мягкое“). Ib. Лакăш! турĕ те (отступился), лап! персе анчĕ (споткнулся и упал). Альш. Акă упăшки патне çитет те, палакирне лап! ӳкерет, тет. Богдашк. Т. Лап тăсăлса ӳкрĕ хуса пыраканни. Толст. Лаши пĕтĕм вăйĕпе пынă çĕртен лап персе аннă та, Жилинăн урине аяла тунă (придавила). Шорк. Пылчăк çине хырăмĕпе лапах персе анчĕ. Эльбарус. Çаксем кăсйисенчен темскерсем кăлара пуçларĕç; тăта лап-лап! ӳксе пуççапаççĕ, тăта пакăл-пакăл! юмахлаççĕ. Сред. Юм. Витрери шывва (= шыва) трук тăксан, шыв лап! туса тôхса ӳкет (выплескивается). || Подр. мгновенному движению садящегося, ложащегося или падающего. КС. Хырăмĕпе лап выртрĕ. Сред. Юм. Мана корчĕ те, лап! выртрĕ. („При этом лап не означает звука при падении, а самое действие). Шорк. Пылчăк çине лап! татăлса анчĕ. Ст. Айб. Куçма кĕрӳ кускалать, Лапата кĕрӳ лап ларать. (Çатма çинче икерчĕ пĕçерни). || Подр. бросанию тяжелого предмета. Ст. Чек. Лап! пăрахат (бросит сразу). N. Ку ача амăшне пĕр ала йĕппе лап! тутарать, тет те, веç чиккелесе вĕлерет, тет. || Подр. удару (хлопанью). Альш. Амăшĕ алăкран тухат та, кукша капкăнĕ амăшне лап тутарат, тет. Шурăм-п. № 6. Арăмне пуçран çапуççипе лап! тутарчĕ. Альш. Кашкăр кĕрсенех, кашкăра аякран лап тутарнă. КС. Аллипе лашана купарчинчен лап! çапрĕ. N. Ашшĕн çăварне лап хупласа лартрĕ. || Подр. ударам бьющихся волн. Сред. Юм. Пĕчикрех хомсĕм лотка хĕрне лап, лап! пырса çапнаççĕ (= çапăнаççĕ). || Подр. хлопанью крыльев. Юрк. Çав вăхăтра кашта çинче ларакан автанĕ çуначĕсемпе лап, лап, лап! тутарса çапса илет. || N. Лап сур (плюнь).|| Подр. тяжелому ступанью по плоскому предмету. Алших. Лап-лап! çĕре ан пусăр: çĕр кисренет, тиеççĕ. || Подр. тяжелому бегу. Сред. Юм. Лап-лап! тутарса чупса кайрĕ. Побежал тяжелой рысью. Ib. Пирĕн лаша чупайрать-и-мĕн ôлă? Лап-лап, лап-лап! туса пырать, онпа мĕн чôлах аякка кайăн? СТИК. Пĕчĕккĕ ача, чуппи (бег) килĕшет, вăл темле çăмăллăн чавтарса пырат; пысăк çын вара лапăстатса пырат. („Лап-лап“ выговаривается соразмерно шагу; если шагает — редко, если бежит — скоро. Выражение впечатления при виде неуклюжести бега, неуклюжести фигуры, а также и звук, производимый ногами“). || Подр. звуку, который слышится, когда трясут шапку, взяв ее за тулью. Сред. Юм. Шапкана тӳпинчен тытса силлесен, лап-лап! туса силленет. || Подр. звуку неожиданно лопнувшего льда. К.-Кушки. Шыв тулнипе пăр лап! çурăлса кайрĕ. || Подр. кипению каши (хлопанью пара). Изамб. Т. Вир пăтти вĕренĕ чухне лап-лап! туса вĕрет. || Подр. моментальному погашению света. Хрест. Куçук çавăнтах ламппине лап! сӳнтерсе лартрĕ. Сунт. Пӳртре ламппă çути лап! сӳнсе ларчĕ. N. Çав вăхăтрах килти çунса ларакан çуртасем икĕш те лапах сӳнсе ларчĕç, тет. (Сказка). Сред. Юм. Пирн (= пирĕн) лампă чипер ларнă çĕртех лап! сӳнчĕ ларчĕ. N. Çутатса пыракан хунарĕсем лап сӳнчĕç. БАБ. Лап сӳнсе ларчĕ (огонь). См. тимĕр карта. || Подр. широким вспышкам молнии (как будто с глухим звуком). N. Çулахи çĕрсенче шевле (зарница) лап-лап çиçет: темĕскерле ăшшăн туйăнать те, тӳлек туйăнать. || Плашмя. Орау. Лап выртни („ляпа“) сан пултăр, эпĕ шĕвĕр пуçне („тыку“, т. е. с острого конца) йышăнап. (Так сговариваются игроки). || Как раз, совершенно. Якейк. † Çак нуштана корасса воник çолтах тĕл(л)ĕнтĕм, çирмик (= çирĕм ик) çолта лапах килч. Яргуньк. Чу кайăп, лап анăп, мăнтăр купи купалăп. (Кăшăл сăвăрни). Баран. 19. Акă, хайхи каçхи тĕттĕм хаяр вăрçса чикĕшес хире лапах килсе хупларĕ. БАБ. Хăй ăшне лап хупласа илчĕ. См. яр. Шорников. Лап хуратăп (какое-то выражение в игре в камешки, шакла). Янш.-Норв. Уяр! уяр пулать пулсассăн, вĕл вĕçсе кай; çăмăр çăват пулсассăн, лап (лап, п неозвонч.) ӳк. || Как раз (сильнее, чем лăп; выраж. неожиданность). N. Çав капкăн çапнă кашкăр умне лапах тухрăм. 93 çул, 24. Çимуртен лап çав чирлĕ çын патĕнче пулнă. Пшкрт. Холара лап пĕр эрне порăнтăм. КС. Эп вăл çитнĕ çĕре лап çитрĕм. Я как раз прибыл к его приходу. N. Çирĕм тăватă сахат хушшинче çĕр лапах пĕрре çаврăнса çитет. Регули 1350. Лапах выртать. Лапах йорать. || Совсем; точно. Чăв. й. пур. 23. Çав усрама илсе ӳстернĕ ывăлĕ ăнсах кайман, шап лап ăслах мар Сятра: хы̆нџа-ш̚и лап ŏжŏтсак jарат? Когда же будет совсем (понастоящему) тепло? О сохр. здор. 49. Аша пирĕн е лапах пĕçерсе, е ăшаласа (шарку туса) çиеççĕ. N. Хăлха лапах питĕрĕнсе ларать. || Точь-в-точь. Якейк. Лапах охмах эс. Ib. Эс лапах пирн ялти „Петĕр: калаçса колни та, йорлани та, ташлани та, сан çиллӳ те оннешкелех (как у него). || В самом деле. Хорачка. Лери халăх калат: верно, конта порнса, лапах конта порнсаç кусам, тет. || Шибач. Лапах польчĕ. Оказалось совершенно верным. СПВВ. ТА. Лапах-и? = Чăнах-и? (т. е. правда ли это?).

лапар

(лабы̆р), подр. пьющей свинье. Сред. Юм. Сысна, шыв ĕçнĕ чôхне, сăмсине шывва чиксе ярать те, лапăр-лапăрт тутарса ĕçет. || С удвоением „р“ — подр. улёту утки. N. Хайхи кăвакал хăть-хать тенине илтрĕ, тет те, лапăрр! тăрса (взлетев) тарчĕ, тет. (Сказка). || В чувашизме. N. Эпĕ сана лапăрах ярăп. Я тебя тут же с ног сшибу!

лапка

(лапка), полка. Курм. || Полок (в бане). БАБ. Лапка айне пăхатăп та, темĕскерлескер тухат: çын – çын мар; выльăх — выльăх мар. Н. Яха-к. Мунча кĕрсе тухнă чухне: вилнĕ çынни те мунча кĕтĕр, тесе, лапка çине милĕкпе чĕрес çине шыв лартса хăвараççĕ. Ст. Дув. † Сирĕн карташĕнче мунча пур: тултан сакăр кĕтеслĕ, шалтан тăват кĕтеслĕ; лапки — кĕленче, чулĕ — мерчен. Орау. Каларăм вĕт эпĕ сана: мулчара арçын хыççăн лапка çине ан хăпар, тесе (сказала мать забеременевшей дочери). || Полати (в избе). Яргуньк. N. Каç, лапка çинче çывăрнă чухне, усал тĕлĕк курса хăранипе, çӳлтен персе анса, лаххана çапăнса, пуçне çĕмĕрнĕ.

лапка

плоский. Сред. Юм. Тюрл. Лапка сăмсо, плоский нос (этому противопол. шӳреке сăмсо). || Приземистый. Мусир. † Лапка хурăн айĕнче пĕр çăмăрсăр ӳснĕ эпĕ. Собр. Пĕр лапка карчăка тăваттăн хурах тăраççĕ. (Тенкел). || Ширина, площадь. Сред. Юм. Ôрам лапкипе шыв юхат. По всей улице течет вода. N. Лапкипе выртакан пысăк çăпан (широкий чирей). Баран. 101. Çулçи (у мака) лапки çинче вакçеççĕ шăнăр. || Плоская сторона. Тюрл. Лапкипе хотăм. Я положил плоскую стороною. || Хлопьями. (О снеге). НИП. Лапка юр çăват. Идет крупными хлопьями снег (что бывает в теплую погоду), Изамб. Т. Эпир Чĕмпĕртен тухнă чухне лапка юр кăна çăватчĕ (хлопьями). Хурамал. † Лапка-лапка юр (крупный) çăвать, шурă пӳрт çине шуратать. Изамб. Т. † Лапка-лапка тăман çăват, çуна-ах та шăвайми тăват пуль. Пазух. Лапка та лапка, ай, юр çăвать, хура çĕре халĕ те, ай, шуратать. || Островками. ЧП. Аппа пахчи варринче лапка чие шăтайчĕ (выросла). || Лаптами. Тюрл. Лапка-лапка хора пĕлĕт („довольно большими кусками“).

лапрашки

„плохая часть льна“. Мыслец. Шибач. Лапрашки – самый плохой сорт волокна (сӳс шăртласан). Яргейк. † Умĕнчи саппунĕ катан пир, çинчи кĕпи лапрашки (у них). Хорачка. Различаются сорта волокна: лапрашки, 2) вăтам, З) варпоç. Варпоçпа вăтамă (-ы̆) пĕрле полсан, штольă (-ы̆) полат. Якейк. † Çакă ялăн хĕр ори лапрашки пир чăрки пак. Пшкрт. Лапрашки — низший сорт волокна. См. кантăр. || „Плохой человек; не может ни говорить, ни что, как другие, ни работать“. Шибач. Тюрл. Сан пек лапрашки эпĕ нумай корнă.

лар

садиться; сидеть. В. С. Разум. КЧП. Ку çын лармасăртарах тăрать. Чуратч. Ц. Пукан çине (на стул) ларчĕ те, каçчен те тăмарĕ (просидел, не вставая). Артюшк. Вакона ларма вăхăт. Пора садиться в нагоны. N. Пĕр ларсан, тахçанчченех ларать вара. Если сядет, то сидит очень долго. Сред. Юм. Лар килте, кôтна хĕссе! Сиди знай дома! N. † Ларас тăрас саккине ука сарса хуччăр-и; выртас-тăрас выранне тӳшек сарса хуччăр-и. Çĕнтерчĕ 51. Паян ларас-тăрас килмест. Сегодня не хочется ни сидеть, ни ходить („стоять“). N. Мăн кĕрӳ пуринчен мала ларать, эллине сăра курки тытать; вара вĕсем виçĕ тапхăр тăрса лараççĕ; виççĕмĕш тапхăр тăрсан, сĕтел хушшинчен тухаççĕ те, каччин ашшĕпе-амăшне малти сак çине лартса, вĕсен умăнче икĕ тапхăр çаврăнаççĕ, виççĕмĕшĕнче пуççапма лараççĕ. N. Пĕр çулччин киле урапапа çунапа ларса кĕмест, анаçĕне (= ана çине) ларса кĕмест-тухмасть (молодушка). Б. Яуши. † Лаши лайăх, çуни лайăх лараканĕ çук. Юрк. Ун çумне кĕрӳ çуммĕн лараканни ларать. Юрк. Эпĕ, патша пулсан, ялан çапла кăмака çинче ăшăнса кăна ларăттăм. Ib. Икерчĕ çиме ларсан та, каллех çапла: ех, тет, эпĕ патша пулсан, яланах çапла çуллă икерчĕсем анчах çисе ларăттăм! тет. Сред. Юм. Ĕçессе нăмай та ĕçмен пик полчĕ, ларнăçĕм пôсать (постепенно пьянеешь) полас, ôра çине тăрап та, тайкалана тăрап. Чăв. й. пур. 23°. Хăй халĕ суккăр ларать ĕнтĕ, ниçта та тухаймасть. Регули 3. Вăл ĕçлеме ларать. Он садится за работу. N. Пит аван шыв хĕринче мĕлле пăр катăксем пĕр-пĕрин çине хăпара-хăпара ларса, каллех йăтăна-йăтăна анса кайнине пăхса тăма. || СТИК. Ларайман, ларса çитеймен, картне ларман (т. е. глупый). || Йӳç. такăнт. 52. Пурте кулаççĕ. Кĕркури, çиленсе, пуçĕпе сулкаласа, лара-тăма пĕлмест. Копăрла. † Ларас-тохас лайăх полтăр. Чтобы было хорошо с нею (с женою) выехать. Орау. Хăй ларса канимарĕ ĕмĕрĕнче (работала, не покладая рук). Туперккульос 25. Пӳртрен тухмасăр ларса ирттерсе, начар ӳсет, шурăхса каять (бледнеет). Сĕт-к. † Тантăш çони хора çони, ларса чопма шанчăклă. (Çăварни йорри). || Сидеть в тюрьме, под арестом. Альш. Елшелин хуралçисем кайса та лармаççĕ (не сидят в арестанской), ӳретникрен те хăрамаççĕ. Орау. Паян тăват тутара сут турĕç, тăватăшне те лармалла турĕç. Сред. Юм. Ларма кайнă. Пошел сидеть (в кутузку). N. Тĕрмере ларакансем, е персе вĕлернĕ çынсем хушшинче темĕн чухлĕ пĕр айăпсăррисем те лекнĕ (в 1906 г.): вилччĕр, ларччăр... тенĕ пек тăваççĕ. || Быть п. заседателем. Орау. Паян тăват тутара сут турĕç. Манăн тăватăшне сут тунă чухне те лармалла пулчĕ. || Сидеть на посиделках. Изамб. Т. Хĕлле хĕрсем ларма çӳреççĕ. Зимой девушки ходят на посиделки. Альш. Пĕр-пĕрин патне ларма çӳремелле. || Гостить (о девушках). N. † Ларма килнĕ хĕрсене алă çинче вылятрăм, ларма килнĕ хĕрсемпе хытăрах выльăр, ачисем! ЧП. Ларма пырăп. Сред. Юм. Ларма кайнă (девушка пошла, поехала в гости к родственникам). || Справлять (о некот. обрядах). Ст. Чек. Вара кĕрешченке кунĕ каçпа хĕр сăри? лараççĕ. || Сидеть в старых девах. О сохр. здор. Вăл тĕлĕшрен чăвашсен йăли пит аван: вĕсенĕн хĕрĕсем çирĕме, çирĕм икке çитсен тин качча каяççĕ; çирĕм пилĕке çитичченех ларакан та пулать вĕсен. Янтик. † Пиреех те çырнă çын ачи лартăр халĕ çулĕ çитиччен. || Сидеть на яйцах (о наседке). Ст. Чек. Ларат (чăхă ларат). Сидит на яйцах. Альш. Чăхă ир ларсан, тырă пулат, тет. (Примета). || Стоять, находиться (о вещах и предметах). N. Чăматан ларат. Стоит чемодан. N. Карташĕнче вăрманти пек курăк шăтса ӳссе ларнă. ЧП. Çеçен хир варринче пĕр хурăн, лартăр-а хирĕн илемĕшĕн. Янш.-Норв. Пирĕн çумра (рядом с нами), йывăç пахчинче, пĕр кĕлет ларать. ЧС. Темĕн чухлĕ пичке ларать. Стоит много бочек. N. Унта пилĕк мишукпалан çăнăх ларнă. Там стояло пять мешков с мукой. N. Чӳрече çинче кăкшăмпа (в кувшине) шыв ларать. N. Улăм урисем темĕн чухлĕ лараççĕ. N. Вăрман ларать сип-симĕс. N. Тепĕр пуçĕнче тутлă шерпет ларат, сим-пылпа тутлă шерпет хушшинче ылттăн тарилкке ларат. Орау. Ку шыв пӳртре виç сахат ларнă. N. Тинĕс патне çитсен, тинĕсре пĕр карап ларнине курнă. Ядр. † Эпир çăварни чупнă чух ларан-йывăç хумханать, выртан каска тапранат. Могонин. Ларан йывăçа хоппине сӳсен, мĕнле хăрса каять, çанашкал çав çын хăртăр, тет. N. Ăçта-килчĕ-унта хупахсем, хытă курăксем унта-кунта ларатчĕç. Торп-к. Урапи чупмаçть, тет, пĕр вырăнтах ларать, тет. Орау. Ку йăвăçăн тымарĕсем çирĕп халь, нумай лармалла. Дерево крепко держится на корню. Тогаево. Онччен те польмин, пĕр пысăк икĕ хутлă пӳрт лара парать. Эпир çур. çĕршыв 15. Ту вĕçĕнче чылай аслă униче (укăлча) выртать. Кунта, хапха патĕнче, ял юпи ларать, халăх пӳрчĕ ларать, вут сӳнтермелли машшин, пичĕке, пакурсем, тата урăх хатĕрсем лараççĕ. || Остановиться (в движении). Орау. Армансем ларчĕç (иногда говорят: шыва ларчĕç). Мельницы (водяные) остановились (стали) от половодья. || Устояться (о пиве). Якейк. Пирĕн сăра ларсах çитмен-хе (не устоялось после процеживания; дрожди еще не сели на дно). || Осаждаться. N. Хăйăр тырă акас вырăна та ларать, çарана та ларать. || Широко задевать основанием. Орау. Суха-пуç ытла ларса пырать, ăнмарĕ („купташки“ своей выгнутой поверхностью задевает за землю. Зависит от неудачной установки сохи). || Лежать (о вещах). Çăкăр кăмакара ларат (но: çăкăр сĕтел çинче выртат). || Находиться (о корнях растений). N. Темĕн пысăкĕш йывăçсен те тымарĕсем çиелтех лараççĕ. || Упасть (о стреле). Абыз. Ухă çав старикĕн пӳрт çине ларнă. N. Йывăç юппине (на развилину дерева) юр ларнă. || Садиться, становиться плотнее. Орау. Çуркуннехи çăмăрпа çĕр ларать, теççĕ ваттисем. || Замерзать (о реке и пр.), о ледоставе. Альш. † Çерçи чак-чак тăват-çке, Атăл пăрĕ ларат-çке. АПП. Сивĕ енчен çил вĕрсессĕн, Атăл ларнине çавăнтан пĕл. || О снеге. Девлезеркино. Юр ларчĕ. Снег сел (осел). || Выправиться (о вывихе). ЧС. Ĕнтĕ, кин, ачун алли ларчĕ. N. Нумайтарах, ĕçлесен унăн алли-урисем каллах хытса ĕлĕкхи вырăна лараççĕ. || Отзываться, вредить. Изамб. Т. Лашана кĕçĕнтен йывăр турттарса çӳретсен, лашан куçне ларат (ослабеваег зрением), теççĕ. N. Ытлашши çийӳ чире ларать. || Осесть (о строении). Альш. Пӳрт ларнă ĕнтĕ пирĕн (осел). || Иваново. Урай хăмисем, никĕс пĕренисем, тата кăмака ларса юлнă (остались без осадки). || Сесть (о материи). Трхбл. Брюки ларнă. Брюки сели. || Оседать. Туперккульос 4. Çын çăварне, сăмсине ленкеççĕ, кăкăра лараççĕ, тĕрлĕ май çын ăшне ленкме пултараççĕ (бактерии). || Загрязниться. АПП. † Сакăр тиртен çĕлетнĕ сар кĕрĕке кирĕк лармĕ, тесе, пĕлтĕр-им? В. Байгул. † Çуса çакнă шур сурпанне кирĕк лармас, терĕç пуль. || Увязнуть, застрять. О сохр. здор. Е, апат çисен, шăл хушшине пĕр-пĕр япала ларса юлса çĕрсе тăрать. Кума-к. Эпĕ лапрашне (= лапра ăшне) антăм-лартăм (вдруг очутился в грязи, в топком месте). Шурăм-п. Филип сурăх хыçĕнчен чупрĕ, анчах ури пылчăка ларнипе кайрĕ-ӳкрĕ. Чув. пр. о пог. 304. Пăр ларса йолсан, çул йывăр пулать. Если лед останется (на берегах), год будет тяжелый. || Заходить (о солнце). N. Хĕвел анăç хĕрелсен, пĕлĕте ларсан, çăмăр (тăман) пулать. || Прибавлять (ветви, коленца). Альш. † Мĕшĕн кĕрлет-ши çав хăмăш? Сыпăкран сыпăка ларасшăн. Ib. † Мĕшĕн шавлат-кĕрлет çав вăрман? Туратран турата ларнă, тет, çав вăрман. Карабаево. Улма-йывăççи çеçкене ларса иртнĕ. || Закалеть. Ст. Чек. Çăккăр вут начар хутнипе (от плохой топки) пиçеймесĕр ларса каят (около нижней корки тесто уплотняется и не пропекаетcя). || Заниматься; служить. Туперккульос 18. Пĕр туперккульос чирĕ çинче кăна ларакан тухтăр çав чир çинчен, çĕнĕ япаласем мĕн тухнине (напр., открытия в области медицины) пĕтĕмпе пĕлет. ГТТ. Ача-пăчапа пурăнакан çынна, ку ĕç (литературная работа) çинче кăна ларсан, пурлăх тĕлĕшĕпе хĕнтерех пек (трудно с экономической стороны). Орау. Кунăн çĕрĕн хут çинче ларакан çын шурса каять (бледнеет). Образцы. Ай-хай, хĕрлĕ чĕрем, çутă сăнăм, шур хут çинче ларса шурăхрĕ. Истор. Ялан ĕç çинче ларса, тата ытларах сывăмарланнă. N. Çирĕм пилĕк çул тиякра ларчĕ. N. Вăл ĕç çинче лармаççĕ вĕсем. Они этим делом не занимаются. Яжутк. † Пуртă тума тимĕрç çук, тимĕрç ларма çырма çук. || Расположиться, расселиться, поселиться. Юрк. Тинĕс хĕрринче ларакан хула. Ib. Эпĕ пурăнакан савăт (завод) пит аван çĕрте, çаранта шыв хĕрринче ларат (расположен на берегу реки). Янших. Б. Сăр шывĕ хĕрринче ларат (город). Юрк. Чăвашсене ытти çынсенчен уйрăм ялсемпе ларма хушнă. Демид. Пурăнсан-пурăнсан, кун патне таркăнсем, вăрăсем килсе лара пуçларĕç, тет. || Приставать, прилипать. Орау. Тĕмпек (ял) тăнĕ (глина) лармаçть (т. е. не держится), умпа кăмака шăлма юрамаçть урăх. Якейк. Ларать = çыпăçать. Ib. Кăçалхи пак çор аки тума çăмăлне корман: пĕре те лармаçть. Ib. Хăш çол çĕртме тунă чохне те ларать (= тăпра соха тимĕрпе калак çомне çыпăçни). Ib. Олăхри аная тунă чох ларса пăçлар, аран туса пĕтертĕм. КС. Суха-пуç ларать (накопляется земля, и она плохо пашет), вара ăна карлавпа тĕкеççĕ. || Приставать, останавливаться где-либо (о пароходе и т. п.). N. Çак пăрахот Шопашкара (-ра) ларать-и? Пристает-ли этот пароход в Чебоксарах? N. Пăрахот Шопашкарта лармарĕ. Шурăм-п. Халĕ Кĕнер-вăрри çыннисем чухăнланса кайнă. Пăрахут тахçанах ларми пулнă. Альш. Пулăçăсен киммисем лараççĕ унта. || Обходиться, constare. N. Мĕн чула ларчĕ? Во что обошелся (о цене). N. Хаклă çĕр илекене пит хакла ларать. || Получить убыток. Орау. Халь çăмартана кайсан, аллă тенкĕ ларнă, тит. || Остаться, проиграть (в картах). Сред. Юм. Кама ларчĕ? Кто остался? (во время игры в карты). Янш.-Норв. Лартăм. Я проиграл (в шашки). || Обмануться. N. Лаша илесси пит пысăк ĕç, ларасси нимĕн те мар (очень легко). || Находиться в сохранности, храниться. Полтава. Ăçта мулсем ларнине (где скрыты клады)... || Глохнуть (об ушах старика). ГТТ. Манăн хăлхасене ларнă çав ĕнтĕ, илтми пултăм. || Выходить (об урожае). О земл. Çĕнетнĕ çĕр тырра ĕлĕкхи пекех çимĕç парса тăрать, вара унта тырă аван ларакан пулать. Ib. Хура тăпра çинче малтан урăх япала хушмасан та, тырă аван пулать; анчах кайран-кайран вăл çĕр çинче те тырă ларми пулать. Альш. Кăçал тырă начар пулчĕ те, анара пит нумай пулнинче саккăршар урапа, унтан вара чухрах (похуже) пулнисенче пилĕкшер, ултшар урапа ларчĕ, теççĕ. Сорм-Вар. Ахматяк калать (медведю), тет: кашни çапмасерен (= çапмассерен) пĕр пăт çу ларать (каждый раз, как ты меня стукнешь молотком, на мне наростает пуд сала), тесе калать, тет. || Накопляться. О земл. Выльăх айне улăм сарсан, навус ытла лармасть. || Юрк. Шыва лар, быть затоплену водой. || Об обычае созывать знакомых к умирающему. ЧС. Анне вара пиччене атте çинче ларма çынсене чĕнтерсе килтерчĕ (велела позвать). N. Çын çинче ларни. || Доходить, попадать. Яргейк. Урпа утмăл кунта кĕрекене ларать, теççĕ. || Наступать. КС. Кĕр ларчĕ. Наступила осень. (Хĕл ларчĕ, но: çу килчĕ, çур килчĕ; Орау. Хĕл ларсах каять-и ĕнтĕ? Неужели уж так рано начинается зима? || Оказать действие. N. Ăна ларнă. Оказало действие на ум. || В качестве вспомог. гл. Сятра. Сан пит çине мĕнешкел (мэ̆нэ) моклашка токса ларса? N. Курăксем ĕнсе ларчĕç (выгорели от зноя). К.-Кушки. Эпĕ пĕрре шыв хĕрринче нуммай çĕрле пулă тытса лараттăм. Однажды поздно ночью я ловил на речке рыбу. Виçĕ пус. 17. Тăваттăмĕш çулне çĕрте курăксене кирлĕ япаласенчен виççĕшĕ тăнчах пĕтсе ларать. Ib. 19. Пĕр çын, ашшĕ амăшĕсем вилсен, ниме юрăхсăр хăйăрлă çĕр хуçи пулса ларнă. Кан. Мунчине вара шыв тухса ларнă. Яхать-Ошкăнь. Тар тохса ларать. Выступает пот. Букв. 1886. † Сĕт-пыл тулса ларинччĕ (см. сĕт пыл). Альш. Кас çĕнĕ пулса ларчĕ хайхи. Обстроился снова (после пожара), обновился (квартал). Ib. Пăхатăп – тиенсе те ларнă пирĕн лав (нагрузился). Яргуньк. Пуç тăрисене (на головах у них) улмуççисам шăтса, çитĕнсе, улмисем те пулса ларчĕç, тет. Синерь. Вăл, шаларах (дальше в воду) кĕрсе, хулне чăссĕр (= чăсрĕ), тет те, хулĕ сыпăнса ларса (обрубленные руки снова наставились), ачисене (своих детей) тытрĕ, тет. Сунар. Сăрт ĕлĕкхи пекех хăйне хăй хупăнса ларнă (холм закрылся снова сам собою). Орау. Вилнĕ çын чĕпĕтним сана, пĕтĕм çан-çурăмăнта, аллу-урусенче кăвакарса ларнă вырăнсем (синяки) пур? Ib. Сĕтел çинче ламппи çунса ларать (горит). N. Кам хăй валли инкек-синкек шыраса çӳрет, çав ăна чăнах та тупса ларать. БАБ. Эпĕ пăхрăм пек те, пĕр хуран сăмала вĕресе ларнине куртăм пек (во сне). N. Ĕлĕк вăл (это) çын ячĕ полнă, онтан сомах полса ларнă (стало нарицательным именем). СВТ. Çитменнине тата шатра чирĕнчен кайран (после оспы) нумайĕшĕ, чĕлхе çĕрсе, чĕлхесĕр пулса лараççĕ. N. Хăй пурăннă кун-çулĕнче пĕтсе, çĕрсе ларнă çĕртен пире çутта кăларчĕ (он). Пшкрт. Вырăсла пет йосон соляма (очень хорошо говорить) вĕренсе лартрăм (или: лартăм; научился). КАЯ. Ĕнер Тумия урнă йытă тулланă; урмалла-мĕн пулсан, мĕн курса ларас-ха! (что станем делать). Трахома. Тата пĕрер çул иртет те, хай сирĕн пĕлĕшĕр суккăрах пулса ларать. В. Олг. Онăн учĕ перĕн тырă çине вĕренсе ларса (повадилась). Изванк. Пирĕн пӳртре, ăçта кирлĕ унта (где ни попало, везде), çуртасем çунса лараççĕ (горят). Панклеи. Сĕрсенех (как только помазала), ачана ӳт илсе ларчĕ (наросло тело). Ib. Вăл пыркаласан-пыркаласан, çол йăлтах пĕтсе ларат (дорога кончается). Синерь. Кăмакара этем аш вĕресе ларать, тет. (Сказка). Кан. Çап-çуттăн курăнса, каллех тĕттĕмленсе ларчĕ. N. Тата темиçе анпар (так!) тырă туллиех тулса ларнă, тыррисем алăкĕсенчен тулалла юхса ларнă (сыпался), тет. Цив. Шыв тӳрех пӳрте кĕрсе ларчĕ. Вода сама вошла и поставилась в избу. N. Хайхи салтак тухрĕ; как тухрĕ, хайхи çутă сӳнсе ларчĕ. Никит. Питне-куçне хĕп-хĕрлĕ шатра пекки тухса ларчĕ. Ib. Лешĕ кушак-мĕн пулсан, ăна патакпа шаккаймалла-мĕн, вара вăл каллах çын пулса ларать (превращается в человека). N. Анса лар, спуститься; закатиться (о солнце). N. Чунлă япаласем çумне çыпăçса лармашкăн е çекĕлсем, е тăрăнмалли сăмсасем, е чĕрнесем ӳссе лараççĕ (у растений). N. Тепĕр куна хăварсан, вăл хытса ларать те, кирпĕч çапма хĕнтерех пулать. N. Çамрăк арăм çапла пулса ларнинчен пĕтĕм ял тĕлĕнсе, ăсран-халран кайнă (изумилась). Сборн. по мед. Пĕтĕм çан-çурăмне шатра тухса ларать. Абыз. Çĕлен çапрĕ те, Иван пакăлчак таран анса ларчĕ (в землю). Синьял. Турипе сулчĕ, тет те (он махнул гребнем), тинĕс пулса ларчĕ, тет. N. Вĕсемсĕр пуçне хула та пулса ларас çук (не оснуётся). N. Куçса лар. N. † Килкарт варнчи çармăк хорĕн (= хурăнĕ), кăçал касман полсассăн, ватăлсах ларĕ, терĕр поль. N. Мучи куçне шур илсе ларĕ. (Карнăк шăнни). У старичка сделается на глазу бельмо. (Замерзание окна).

ларма лар

гостить у родни (см. ларма). С. Дув. † Сирĕн сĕтел ури (вар. урисем) саккăр иккен, уйăх ларма ларса эпĕ курмарăм (вар. курманччĕ); лармаран лармана эп çӳрерĕм, сирĕн пек ырă çынна эпĕ курмарăм. || Посиделки. Альш. Хĕрсем ларма ларни (посиделки). Пĕрре хĕрсем каçхине çăм авăрлама пуçтарăнаççĕ, тет.

ларса пыр

ехать. Кан. Пирĕнпе „çамрăк хуçа“ Ванюш ана кăтартма ларса пычĕ. Шурăм-п. Çĕрле пулсассăн, çӳлте ларса пыма сивĕрех пулчĕ. Юрк. Ларса пыма авантан, ирĕкрен харкам хăй вырăнĕнче ăйăхласа ларса пыраççĕ. Ib. Жандарма чĕнсе илсе, ытти вакунсене те пăхса тухаççĕ, чуматана вăрласа кайнă çын ытти вакунсенче ларса пымаст-ши, тесе. N. Атте, эпĕ те ларса пырап (поеду с тобою)! N. Атте хире каят, эпĕ те унпа пĕрле ларса каяс, тетĕп. || Кунта яланах тырă ларса пырат. Здесь всегда урожай.

лартса кай

везти. Бгтр. Эпĕ те онта каятăп, мана лартса кай-ха!

лаç

подр. шлепающему падению. Тет. Эпĕ, пĕр енелле ывăтăнса кайса, çĕре лаç! туса ӳкрĕм. N. Лаç сурса, плюнув (так, что плевок шлёпнулся). У др. лач.

латла

ладить. Конст. чăв. Эпĕ вара, пĕр те васкамасăр, майĕпе кăна латласа каласа кăтартрăм.

лаша

(лажа), лошадь. Изамб. Т. Эпĕ часрах вите патне чупса пырап. Унта ик лашаран пĕр лаши те çук. N. Лаша ахаль çĕрелле тапса ячĕ. Лошадь лягнула по воздуху. Пĕр лашапа килтĕмĕр. Мы приехали на одной (т. е. лошади). Н. Седяк. Лашан çуначĕ курăнми çунать (крылья) пулать, теççĕ; ун пек лаша питĕ шеп; ун пек лашана çывăрнă чух кинет (вдруг) тăратсан, вилсе каять, теççĕ. N. † Çил-çунатлă лашана тыткалама кайăк-чĕрелĕ çынсем кирлĕ уна. Регули 618. Лаша ман аттиран илни лайăх. Якейк. Лаша (или: ут) çавăрса кил. Подавай лощадь (напр., если она стоит под навесом). Ib. Лаша исе кил. Подавай лошадь (если её не надо повёртывать. Здесь говорят только: „ут кӳлес“, а не „лаша кӳлес“). Альш. Пӳрчĕсем хыçĕнче, пӳрчĕсемпе пĕр вĕçрен кĕлетĕ-лаççи, лаши-вити. ЧС. Пирĕн пĕр çӳрен лаша пурччĕ. Вăл питех пысăк марччĕ, хӳри кĕлте пек пысăкчĕ, чуманрахчĕ, анчах туртасран (что касается возки) хăй лавне урăх лашана туртма памасчĕ. Б. 13. Лаша пуласси тьыхаран паллă, çын пуласси ачаран паллă. (Послов.). Букв. Лашаран çӳлĕ, автантан лутра. (Йĕнерчĕк). Стал-Яуш. Унтан тата пĕр ватă çын пире каларĕ: кайса пăхăр лашусене, терĕ. Шурăм-п. 13. Танлашсан-танлашсан (поспорив), пĕри, апла пулсан, лаша урлă пуртă тытар! тет. Лешĕ: юрĕ, юрĕ, тытăпăр, тет. Лашана илсе тухрĕç те, каçанĕ урлă (через ее спину) пуртă тытрĕç. Çак çын чăнахах утă çăлса кайнă пулсан, лаши вилмелле, тенĕ. Анчах вилмерĕ. Утта вăл çăлман, такам ют çын çăлса кайнă. Ст. Шаймурз. Тĕлĕкре ялтан лаша кĕтĕвĕ хăваласа кайсассăн, çынсене ялтан вăрçа хăваласа каясса. Юрк. Ураписем пысăк: хăш урапине икшер, хăшне виçшер лаша кӳлнĕ. N. Пирĕн патра кирек хăçан та, каç пулсан, ачасем лашасем çитерме уя е вăрмана кайса выртаççĕ. Вишн. Лаша хăй çинĕ хăклăх анчах ĕçлемест. N. Вăл икĕ лашапаччĕ: пĕри хураччĕ, тепри хура турăччĕ. Мыслец. Лаша урлă алă парам! (Клятва, уверение). Сред. Юм. Лаша копарчи тесе, лашан кайри ôри тĕлĕнчи каçанне калаççĕ. Ib. Лашана илсе кил. Приведи лошадь. (Кӳлнĕ лашанах пăртăк аякрарахран илсе пыр, тессине калаççĕ). Ib. Лашана çавăрса тăратрăм. Я подал лошадь. Ib. Лашана çавăрса патăм. (Лашана пăтратса патăм, тессине: лашана çавăрса патăм, теççĕ). Тогаево. † Пирĕн лаши лашалла, ешчĕк çинчи çăмарта пек. Изамб. Т. Хăшĕ пысăк „лаша пусакан“ çĕççине сулланă. Иные потрясали большими ножами. СПВВ. Х. Лаша пӳленнĕ. Орау. Лаша çамрăк-ха, йăвăр ĕçпе ытла лутăрканать. N. Лашапа пыра-пыра илме хушать пулмалла. Видно велит приезжать за ним на лошади. Г. А. Отрыв. Çумăра хирĕç тăракан лаша çунатлă, тет. Сунчел. Ах, турă çырлах, лашисем, пĕккисенчен çӳлĕ пуçĕсем! К.-Кушки. Лашана тилкепе хур. Взвозжай лошадь. Якейк. Çынăн окçа сахал полсан, калать: паян пасарта пĕр лашалласкер тупса илеймĕп-ши, тет (купить бы мне какую нибудь лошаденку на эти деньги). N. Лашасемпе çӳремен. Не ездил на кормёжку. N. Лашана тыткалама (обращаться с лошадью) пĕлмес. N. Вăл лаша таврашне пырса çулăхман, çавăнпа лашан йĕркине пĕлмес (не умеет обращаться с лошадью). N. Вăл лаша таврашĕнче çӳремен (не обращался с лошадью). Çĕнтернĕ 44. Лаша тăрасшăнах мар, татса каясшăн. Пухтел. Лаша мурĕ (гов. о крутой горе). || Мерин. Слакбаш. Ку лаша-и, кĕсре-и? Это мерин или кобыла? N. Кастарнă лаша или хусах лаша, мерин. || Импотент. Городище. Лаша (= мерин) — мужчина, страдающий половым бессилием. Ib. Хĕветюка лаша тунă. Федора лишили опособности вступ. в п. сн. || Килевая кость. СТИК. Автан-чăххăн таçтĕлти шăммине лаша теççĕ. Арçын ача çав лашине çисен, ун лаши ывăнат, тет. (т. е. устает лошадь в дороге. Поверье). Изамб. Т. Чăххăн лаши пулат („кость между ног’’). Сред. Юм. Лаша (кость у птицы). У куриц, на нижней части тела, есть особая тонкая, большая кость, которую называют этим именем.

лаша хăвалани

пастьба табуна. ЧС. Эпĕ лаша хăвалама, мĕн тума, кайсан, тӳрех çав лашана тытса, унăн çилхи çине пусса утланаттăм.

лаша шалçи

(-зи), прикол для лошади. Сенг. Эпĕ чупса карăм та, пĕр лаша шалçине туртса кăларса, урăх вырăна кайса çапрăм. См. лаша пăти.

лек

(лэк, лэк), попасть (в кого, во что); попасться, зацепиться. Иванова. Манăн чул йытта лекмерĕ, чӳречене лексе ватрĕ. ЧС. Эпĕ хам та çавăнтах темĕскер лексе чирлерĕм пулĕ, тесе шухăшларăм. Я думал, что и я тоже захворал оттого, что что-нибудь мне „попало“ (пристало). СКАЗЗ 64. Сĕрĕм лекрĕ мана. Я угорел. N. Чăн малтан лекнĕ пулла ил. НАК. Пăшалпала виçĕ хут петĕм, ыйту лекмерĕ (не попало). N. Пĕр лексен, лекĕ-ха! Пухтел. Туран çил пулсан, лекмес (не попадает). Сред. Юм. Ытах та пĕрте лекеймен сана; пăртак лекме те кирлĕ те, пĕчиккĕ те мар та ĕнтĕ... (пора бы уж тебе понимать). Ib. Ах торă! пирĕн (ятне калать) пит вичкĕн, чĕлхе-çăвар лекмес те вит йăмахланă çĕрте (боек на язык). || Прийтись. Хăр. Паль. 37. Çăмăр пуснă пирки кусен ирĕксĕрех лăрма лекнĕ (пришлось). N. Çавăнпа эпĕ: выçă пурăнма ан лектĕр, тесе, урăх ĕçе тытăнасси çинчен шулăшла пуçларăм. || Случаться (с кем). Хĕвел, № 1. Пĕрне хуйхă лексессĕн, ăна пурте пулăшма тăрăшаççĕ. || Доставаться. Никит. † Хĕр тиркекен ачине майĕпеле хĕр лекет.

ленк

(лэҥк), попасть, попасться. Демид. Эпĕ пĕркун иккĕн ухатана килнĕренпе те кисе (= килсе) ленкмен (не бывал) кунта. || N. Ун аллине укçа ленкнĕ. || О наказании. СКАЗЗ 48. Кинне улталанăшĕн ленкнĕ. Снохе за обман досталось, попало (она понесла наказание). || О болезни. N. Çав вăхăтрах Алким сасартăк чир ленксе ӳкнĕ те („поражен был ударом“), вара унăн тăвас тенĕ ĕçĕсем чарăннă.

леçсе пар

возвращать обратно, принести (сюда.). В. Олг. Ал. цв. Ăна курăнми тарçăсем итлесе тăраççĕ: леçсе параççĕ, пырса илеççĕ. Альш. Ан çи-ха эс мана, эпĕ сана пĕр кĕту (сурăх) леçсе парăп. Юрк. Чей ыйтакана чейне, çиме ыйтакана, трахтирти пек, çимеллисене те часах леçсе параççĕ. Ib. Кӳрсе патăм-çке (ведь я вам подал), мĕшĕн çиместĕр? Эпĕ ăна сĕтел çине пырса лартнине сирĕншĕн леçсе патăм, çийĕр! тет (оффициант). Здесь следует отметить син. „кӳрсе патăм“ и „леçсе патăм“.

леçсе хăвар

отвозить и оставлять (где). ЧС. Унтан эпĕ пиччене леçсе хăвартăм (т. е. домой, назад).

леçтер

понуд. ф. от гл. леç. Кан. Кĕт, леçтерĕп, леçтерĕп. Ан хăра – ăсатса ярать ăна. Юрк. Ку: манăн вăй çук, калле киле леçсе хăварăр, тет. Киле леçтерет (велит себя отвезти). С. Высли. Эпĕ, ывăла лаша кӳлтерсе, Йĕпреç ваксалне леçтертĕм (т. е. меня).

лон

(лон), подр. зыблению. Б. Олг. Эпĕ орапапа кĕпер орлă каçнă чох лон! лон! лон! авăнчĕ. См. лан.

лупас-ай

лупас айĕ, место под сараем. Разум. КС. Лупас айĕ, навес. Сред. Юм. Л{{anchor|DdeLink27441108375305}} ôпас-айĕ, место под сараем. ЧС. Унтан вара эпĕ пиччепе кайри лупас айне çуна туртма кайрăм.

лупас тăрри

крыша сарая. СКАЗЗ З9. Эпĕ лупас тăррисене сирсе çӳретĕп. Я сношу крыши с сараев (гов. дитя ветра).

лопартаткала

учащ. ф. от лопăртат. N. Эпĕ алсĕмпеле лопăртаткаласа шывран тухма тытăнтăм.

лутшах

лучше? Пазух. Удача та кĕпе, йĕтĕн çуха, ан пăтерсем лутшах, тăхăнаймăп; эпĕ-ех те кунтан, ай, кайсассăн, ан кĕтсемĕр лутшах, килеймĕп.

луччă

(луццэ̆, луччэ̆), лучше. Тип.-Сир. Акă эпĕ, хулана кайса, эсĕ укçа тупнă, тесе, хуçасене калатăп (скажу); укçуна илсе кайччăр, сана та, мана та ан пултăр луччĕ, тенĕ. Ст. Чек. Акăш-макăш тумланнă ку аван, çынсенчен луччĕрех тумланнă (в одежду ярких цветов). См. акăш-макăш. БАБ. Ку ачăра эсир килте усра-усрах пăсса пăрахрăр, луччĕ пальнитсана илсе каймалла, унта муш (может быть) чĕртĕччĕçĕ, тетчĕçĕ, тет,

лӳплет

падать; ударять. Перев. Вăл турат мана шанчăклах пулмарĕ; турат хуçăлчĕ те, эпĕ çĕре пит аван лӳплетсе ӳкрĕм-çке çав! Пуç минтренипе темччен ăнсăр пулса выртрăм.

лӳп

(лӳп), то же, что йӳп. Хурамал. Эпĕ ăна çапла пулăшрăм та, вăл мана лӳп курмарĕ (неблагодарен, не кладет в счет).

лăкăштăк

то же, что лăкăштик. СКАЗЗ 58. Эпĕ лăкăштăк, лăкăштăк туса хĕррипе (по краю) çӳрĕп. См. ib 59.

лăпал

(лы̆бал), утихнуть. В. Олг. Çил лăпалчĕ. Ветер утих. Б. Яныши. Аки лăпалсан, эпĕ çывăртăм. Якейк. Слапох, çанталăк кĕт лăпалч, атту итла тохса кĕмелли те çокчĕ (уж) очень скверная была погода зимою). Сятра. Лăпал = лăпăн. См. лăп, лăплан.

лăпăр

(лŏбŏр, лы̆бы̆р), то же, что вупăр. Шибач. Лăпăр çурсан (= çывăрсан) посать, порна (= пурне) тапратма памаçть, хытарса пăрахать. Синерь. Ойăха лăпăр çимелле вылляни. Все, кроме двоих, становятся в круг; из оставшихся один изображает луну и остается в средине круга, другой — „Лăпăр“ — остается вне круга. Цель лăпăра поймать ойăх, поэтому он хочет пробраться в круг, но его стараются не впускать; если же он войдет, то ойăх скорее выбегает за круг — его выпускают свободно. Лăпăр теперь стремится за круг, но его опять стараются не впускать. Игра иногда затягивается надолго: лăпăру не удается поймать ойăх. Как только лăпăр поймает ойăх, то „ойăха çияççĕ“, т. е. ойăх ложится на землю и затыкает уши; но ему не дают этого сделать: все играющие собираются к нему и кричат ему прямо в уши, во все горло. Альш. Лăпăр таптат, пусат, уйăха çиет. Хăшин чунех (душа) çӳрет, тет. Напр., эпĕ çывăратăп, ӳт сисмес – чун тухса кайса, çынна пусса çӳрет, теççĕ. В. Олг. Лăпăр çиет ойăха; лăпăр посса (во сне). Шорк. Хĕвеле (уйăха) лăпăр посать. Солнечное (лунное) затмение. ГТТ. Хĕвел тĕттĕмленнĕ чухне чăвашсем: хĕвеле лăпăр çиет, тесе, пилеш турачĕ (рябиновую ветку) касса ывăтаççĕ — вăл турат йӳплĕ пултăр; вара лăпăр хĕвеле çиме пăрахать, теççĕ. (У нек. чуваш лăпăр съедает только месяц, а не солнце; м. б. это и есть наиболее древнее представление).

лăпăртат

(лы̆бы̆рдат), биться (о птице). Ильмень-к. Çак кайăк Атăла вĕçсе ӳкрĕ те, аран лăпăртатса тухрĕ. N. Хăлхана пăрçа (блоха) кĕрсен, лăпăртатать (шуршит). Чебокс. Чĕлĕм лăпăртатни („хрипение“) çанталăк пăсăласса пулать.|| Кипеть. Якĕйк. Сирн паян конĕпех хоран лăпартатать, туй тăваттăр и-мĕн? || Хлопать крыльями (при полете). КС. Лăпăртат (полёт птицы). См. лапăртат, çапкалан. N. Лăпăртаттĕр, лăпăртаттĕр — кĕрсе карĕ (влетел) пӳрте, арăм полса (голубь). Толст. Эпĕ барометра вырăнне хунă чух ман патăмра темĕскер лăпăртатнине илтех кайрăм; вăл кăвакарчăн пулнă мĕн. Тюрл. Лăпăртатать. Плещется крыльями (в воде; так и у КС.). || Болтать вздор. Якейк. Ан лăпăртат! Не болтай. Ib. Мĕн пусттой лăпăртатан-ка? Сред. Юм. Ан лăпăртатса çӳре! Не болтай!

лăпăрти

(лы̆бы̆рδиы), подр. болтанью мешалкой в квашне. Б. Олг. Арăм куас хорат, куас чĕрес калакĕпе пăтратат: лăпăрти! лăпăрти! лăпăрти! — куас хорнă чох. || Болтун(-нья). Сред. Юм. СПВВ. ТМ. Лăпăрти; сĕре кирлĕ мара калаçакан çынна лăпăрти теççĕ; пĕр-пĕр хĕрарăм ушкăнне тепĕр арăм пырать те, лешсене чарса: эпĕ паян çапла-капла тăвас тетĕп, ыран çавна тăвас тетĕп, тет. Лешсен сăмахне пăхмасăрах хăйĕссĕн калаçса каять. Çавна лăпăрти теççĕ. Сĕт-к. Лăпăрти çăвар, болтун.

лăрка

(лы̆рга), ворчать, болтать вздор. В. Олг. , КС. Тюрл. Лăркаса ларатăн (или: вăрçса ларатăн, болтаешь). Хурамал. Эпĕ хамăр кӳрше карăм та, вĕсен йытти лăркаса вĕретчĕ (= чарăна-чарăна вĕрет = хуллен кăна ăнтăрашса выртатьчĕ). Изамб. Т. Мĕн лăркатăн! Что болтаешь. Ст. Чек. Çӳрет лăркаса (= вăрçса). Сред. Юм. Мĕн лăркаса çӳрен эс ман çинчен? Что ты городишь про меня какую небылицу? Икково. Пĕр май лăркаса çӳрет пĕр май такампа ятлаçса çӳрет. Без видимой причины, всё время кого-то ругает, обвиняет. Ib. Ан лăрка! пустой ан калаç! (гов. старухе). N. Кӳнепе ун лăрканине итлесе лар.

лăсси

(лы̆ссиы), мочка, волокна. Янтик. Йăвăç тымарĕсем çумĕнчĕ вĕтĕ çӳс пеккисем пулаççĕ, çавна лăсси теççĕ. || Хвоя (у ели, сосны). Чертаг. Чăрăш лăсси. КС. Чăрăш лăсси тăкăннă (опали иглы). || Ветка хвойного дерева. Кан. Вĕсен йĕри-тавра, тата хушшине те, хыр лăсси (тураттисем) хумалла. КС. Пĕр лăссине хуçса кил-ха. Отломи-ка и принеси одну ветку (хвойного дерева). Ст. Айб. † Хура вăрман çунать, ай, лăссипе, çитереймерĕм (не успел) эпĕ парпала.

лăш-лаш

подр. тяжелому, медленному бегу детей, которые постарше. Сред. Юм. Пысăкрах ачасĕм йăвăррăн ерипе чупсан, лăш-лаш! чупса пырать, теççĕ. В этом же см., в том же гов., лăшт-лашт. || Подр. быстрому пуску бревна, приподнятото рычагом. СТИК. Эпĕ ăна еррипен (тихонько) ярса пыма хушрăм, вăл труках (сразу) лăш-лаш! ячĕ (ричакпа çĕклесе тăракан пĕренене). Ib. Ытлаван (= ытла аван) (хорошохонько) аллинче тытса тăнă çĕртех лăш-лаш! яра пачĕ (спустил с рук).

лăштăр-лаштăр

подр. сотрясению. Сред. Юм. Утă тиене ôрапа лăштăр-лаштăр силленсе пырать. Ib. Лăштар-лаштăр силленчĕ те, хăйĕнчен (из-за пазухи) тôтăр тôхрĕ ӳкрĕ. || Подр. обрушению. Ск. и пред. Эпĕ чупса тухаччен арманăма усалсем лăштăр-лаштăр! ишнĕ те, тара панă (убежали) таçталла.

лăштăрт-лаштăрт

то же, что лăштăр-лаштăр, но с оттенком оборванности. СТИК. Çуркунне çырмара пăр капланса тăрат. Эпĕ, ирлесе, карăм та, çав пăр çине кĕтĕм; пăр айне чут каяттăм: пăр лăштăрт-лаштăрт! турĕ те, тăп тăчĕ.

лĕтĕрт

подр. быстрому испражнению. Кума-к. Пырсассăн (когда лиса пришла), çак тилĕ хӳринчен эпĕ тытрăм та, тилĕ лĕтĕрт! тутарса хучĕ, тет.

ма-ка-как

(магагак), подр. кваканью лягушки. Кушакпа автан. 17. Эпĕ шапа ма-ка-как. Я лягушка-квакушка.

пĕр майлă

имеющий одну сторону. || Потихоньку одинаково, средне. Юрк. Эпĕ ĕлĕкхи пекех пĕр майлă çав пурăнатăп (живу попрежнему, одинаково). Халапсем 31. Пурăнасси мĕнĕ, пĕр майлă, вилеймесĕр, пĕр-пĕччен çав пурăнатăп халĕ (одна). Юрк. Халĕ пилĕк килли те (все пять домов) хăйсене хăйсем пĕр майлă аван тăраççĕ. Регули 975. Пĕр майлă поплеççĕ. Говорят одинаково.

майла

приводить в порядок. Дик. леб 39. Ямăкĕ ун тĕкĕсене майла-майла шăлкаласа ларнă. || Наладить. Калашн. 11. Ай, ачисем, юрлăр-ха, кĕслĕрсене майласа! Ст. Чек. Малтан шултăра, кайран янăçемĕн вĕтрен-вĕт хутласа майласа яраççĕ. Альш. Ку ача, хай виçĕ пăтлă чукмара майласа кăнă, лашана пуçран пат! тутарат. || Убрать, прибрать. Пухтел. Пирĕн пулсан (т. е. если бы это был мой отец), икĕ пăру пусса майлĕччĕ (заколол бы и обрядил). КС. Майласа купалас, прибрать (напр., книги). N. Килте вăл йывăçсене, тымарĕсене майласа, вĕçĕсене çивĕчĕ çĕçĕпе касса тухрăм та, лартма тытăнтăм. || Распутать (нитки). N. Майласа салат, распутать (волосы и т. д.). Сятра. Майла, распутать (волосы, веревку). Хурамал. Майла = ункайла. || Направлять к лучшему. Конст. чăв. Эпĕ вара питĕ хĕпĕртерĕм: вăлах çапла майласа пырать пулĕ манăн пурнăçăма, терĕм.

майлан

прибраться, убраться; собраться; устроиться. Толст. Çапла эпĕ майланса çитрĕм анчах, Демьян вăрманта кăшкăрса та ячĕ. Ib. Ăна лаша çинче майланса ларма (усесться) та май пулман. Чист. Майлантăр-а? Устроились ли? (т. е. построились ли?) Калашн. 18. Сыхлавçă çине тинкĕрсе пăхать, сыхлавçа хирĕç майланса тăрать.

макарав шĕлепки

шляпа с Нижегородской ярмарки. Употр. этого выраж. основано на след. П. И. Орл. Пĕр çынăн Нижнине, Макарав ярмăкне, япаласем илме каймалла пулнă, тет. Çаккăн ачи унччен темшĕн яланах макăрса (кӳтсе) çӳренĕ, тет. Пĕрре çак çын, хăй каяс умĕн: ан йĕр, ярмăкран Макарав шĕлепки илсе килĕп, тесе калать, тет. Кайнă, тет, хайхи çын Макарава. Йĕрекен ача темĕн тĕрлĕ кĕтет, тет, ашшĕ Макаравран шĕлепке илсе килессе. Ашшĕ килсенех: шĕлепке илсе килтĕн-и? тесе калать, тет, ачи. Канăçсăрлансах аптăрата пуçларĕ, тет, çав тулăксăр ача. Пĕрре çак ача, шĕлепке илсе килменшĕн çиленнипе, шăртне шăнараймасăр, пĕр чĕрес сĕт тăкса янă.— Мĕн турăн капла, ăнман? тесе калать, тет, амăшĕ. Хăвăр мана Макаравран шĕлепке те исе килсе памарăр! тесе калать, тет, ачи — Акă вăл. Макарав-шĕлепки, эпĕ ăна Макаравран илсе килтĕм! тесе, ашшĕ çăпата туса ларнă çĕртен сикрĕ (scr. сикĕрĕ) тăчĕ, тет те, ăшалантара пуçларĕ, тет, ачине пушăтпа. Макарав шĕлепкине туянсан, кайран хайхи ача е йĕрин, тет. КС. Эп ăна Макарав шĕлепки тăхăнтартрăм (влепил, ударил; „задал перцу“). N. Ку та çитĕ халь, куншăн та Макарав шĕлепки тăхăнасран чун çук (страшно боюсь, как бы не попало, не „влетело“).

малалла

по направлению вперёд. Юрк. Малашне унăн пурăнăçĕ малалла кайĕ-çке. Шурăм-п. Ыйхи килмест, малалла вăрласа пуясси ăшран каймасть (нейдёт с ума). Артюшк. Çак сăмахсене пуçламăшĕнчех, тата малалла та пур (дальше еще были написаны слова). Юрк. Суха сухаланă чухне ана малалла пĕтсен, тырă лайăх пулат; каялла пĕтсен, начар пулат. Б. Яныши. Пĕри пирĕн пата пурчĕ (= пычĕ) те, мана хăй вырăнне малалла ĕçлеме кайма хушрĕ. N. Эп малалла кайимастăп („утимастăп“ — если ноги не идут). Я больше не могу итти. N. Эп малалла каймастăп. Дальше я не пойду. Бгтр. † Палан-йывăç палашать (присловье к сл. палашас?), пирĕн палашас малалла. N. Унтан иккĕшĕ те малалла кайнă. N. Усал чĕлхелĕ çын çĕр çинче малалла каяймĕ. Изванк. Çĕр тавраш тусассăн, этем ывăлĕ-хĕр(ĕ) пурнăç малалла кайнăçем малалла кайса пырат, теççĕ. N. Малалла ирт (е: кĕрекенелле ирт)! теççĕ, кам та пулсан чыслă (почтенный) çын килсен. ЧС. Эсĕ пире çак ĕçе тума малалла ярса пырах (дай успех. Моленье). Образцы 92. Ан йĕр, атте, ан йĕр, анне, санăн йĕресси малалла! (впереди). ПВЧ. Эпĕ шох(ă)шлатăп малалла та, ĕмĕр иртет каялла. Я надеюсь на будущее, а век (ваш) уже проходит. Сунт. Ĕпĕ, унта кайса лариччен, пĕр йĕке кĕнчеле авăрлам, вăл та малаллах пулать (пригодится на будущее время). || Больше, кроме того. Эльбарус. Тарман пулсан сире хĕртетчĕç-çке вĕсем, амантатьчĕç-çке, терĕ те, малалла урăх каламарĕ. Собр. Çынна улталакан хăй те малалла каймасть, теççĕ. (Послов.). В. Буян. † Укçа паракан пиччене турă ятăр малалла. || По направлению на, восток. N. Çынсем çаранĕ çине çитсессĕн, малалла тăрса, сăхсăхаççĕ. Орау. Вăл пиртен малалларах пурăнатьчĕ (несколько восточнее). Ib. Малалларахра, в (на) пространстве, лежащем (от нас) к востоку.

мала тăр

встать вперёд. || Стоить дороже. Ашшĕ-амăшне. Маншăн Лисахви кирек мĕнле мултан та мала тăрат. N. Ăна пĕлни нумай мала тăниие кура, эпĕ пур япалана та усăсăра хуратăп.

малла

то же, что малалла. Сам. 30. Малла утнăçем ун чĕри савăнать. Ивановка. Эпĕ хамăр шкултан вĕренсе тухсан, тата малла каяшшĕнчĕ; çавăнпа, тепĕр хĕл çитсен, эпĕ, хамăртан çирĕм пилĕк çухрăм кайса, земский шкулран вĕренсе тухрăм.

малтан

(малдан), спереди; прежде, впереди; сначала, раньше. N. Малтан пăхсан, тата илемлĕ. Спереди ещё красивее. СКАЗЗ. 25. Епле эпĕр малтан пырăпăр, эсĕр хăвăр малтан кайăр. Орау. Эпĕр пуринчен малтан çитрĕмĕр. Мы добрались раньше всех. N. Ку эпир чăн малтан хăваласа çитнĕ пăрахут. Орау. Пиртен малтан пыраканни. Тот, который идет впереди нас (впереди, по отношению к нам); „малта“ определяло бы место, а не отношение. N. Унăн малтанах (спервоначала) шкул çурчĕ те пулман, вăл малтан хăваттирте вĕрентнĕ. N. Малтан янă чухне (сперва) 100 кĕнеке ячĕç. М. Карач, Чĕн малтанах-малтан эпĕ пит пĕлместĕмччĕ. N. Ну, ку патша ярать, тет, ку Иван патне малтан аллă салтак. Ст. Шаймурз. Малтанах вырăс ачисем пире мăшкăлатчĕç. Т. Григорьева. Малтан хăрамасан, кайран ан хăра, теççĕ. (Послов.). N. Шăр-шывар (см. это слово) малтан каланă çырма хĕрринче. || Чăв. й. пур. 26. Епле праçник мĕн кун пуласса, теминçе çултан малтан (за несколько лет вперед) пĕлсе тăрать. Изамб. Т. Раштавччен эрне малтан (за неделю до рождества) çапла пирĕн пата йысна килчĕ. Бес. чув. Эпĕ те акă Т. ятлă кӳлле астуса тăратăп; çирĕм çул малтан (20 лет тому назад) вăл тарăн кӳлĕччĕ. К.-Кушки. Вăл шăматкун вилчĕ; эпĕ ӳнччен пĕр кун малтан (или: унтан пĕр кун малтан) Пăвана кайнăччĕ. Çĕр ĕçл. Шăтăка (яму) йывăçа лартмалла чух кăна чавма юрамасть. Çуркунне лартас тесен, кĕркунне чавса хăварас пулать; кĕркунне лартмалла пулсан, çу варринче, йывăçа лартас вăхăтчен ик уйăх малтан чавса хурас пулать. Хăшĕ-хăшĕ çулталăк малтан чавса хуракансем те пур, вăл тата авантарах, мĕшĕн тесен, çапла чавса хурсан, çĕр уçăлать те, çемçелет те. Йывăçа лартас уммĕн шиç эрне малтан шăтăкăн виç пайĕнчен ик пайне тăпра ярса тултарас пулать. Истор. Туйччен малтан, до (раньше) свадьбы.

малтанхи

(-hи), первый; передний. Батыр. Ама йыттăн малтанхи çурине ӳстерсен, аслă ачана йăвăр пулат, тет. N. Малтанхи (или: пирвайхи) арăмĕ (его жена). Тораево. Малтанхи пекех поплерĕç (как и в первый раз), тет. ЧС. Малтанхи çул, первый год. || Предшествующий. Кан. Петĕр Тимохвейч, сан укçа тӳлемелли вăхăт çитрĕ, тет ял совечĕ. — Мĕнле?... — Мĕн мĕнле... Тӳле малтанхи çулшăн. Пир. Ял. Тĕрмерĕн ăна вилеччен малтанхи кунне çех (лишь накануне смерти) кăларнă. N. Юпа уйăхин малтанхи кунĕсенче, эпĕ яла кайма пуçтарăнтăм. М. Данилов. Вăл, арăмĕ анратнипе, малтанхисем пекех (как и в прошлые разы), юмăçа виççĕмĕш хут кайрĕ, тет.

ман

склоняемая основа от эпĕ (= тюрк. мен, я). Çĕнтерчĕ 14. Праççи манпала пит усал. Сред. Юм. Манра çыннăн мĕн ĕç пôр. Какое дело другим до меня? Ib. Ман çыннăннинче мĕн ĕç пор? Какое мне дело до чужого? Юрк. Манран сире пысăк салам (поклон, привет). Ст. Чек. Ман çакăнтан (вот тут) ыратат. Эльбарус. Охмаххи калать: манран чăтса полаймаçт (я не могу терпеть), тет. Сред. Юм. Маншĕн полсан, ик тĕнче пĕр. Для меня всё равно. Ib. Ман хăраххăм — подобный мне („но при этом эту личность, про которою говорят, не ставят на ряду с собою, а гораздо ниже“) || Мой. СТИК. Эпĕ ăна унтан вара та куртăм. Пĕрре çапла пытăм та, калаçса ларатпăр; вăл кулкаласа кăна у(т)каласа çӳрет. Вăл ун чухне пĕлмен-ха мĕн пулнине. Унтан, сăмах хушшинчен: Хветĕр, санăн юратнă хĕрĕ тепĕр çынна карĕ вĕт! терĕм те, ман çын салхуланчĕ карĕ. („Словосочетание „ман çын“ употребляется для выражения жалости: „ман çын шурчĕ карĕ“, однако „ман çын печĕ çитрĕ“ — не скажут“). Регули 920. Ман утсам килчĕç. Манăн та (мансам та) килчĕç. Юрк. Ман шухăшăмпа кам килĕшет? Кто согласен с моим. Предложением? Якейк. Эс те çана тусан, ман сăмса йăт котне! (т. е. не сделать тебе во век)! Ст. Чек. Ман хăлха клухуй! („укор и самохвальство“).

мана

дат. и вин. п. п. от мест. эпĕ. Трхбл. Мана ку атă чух кăна 1) как раз впору; 2) как раз только впору, — если ударение на „чух“). СПВВ. ТА. Мана пурăнма йăкăрака = мана пурăнма скушнă. Сред. Юм. Мана тапратмаççĕ-и? Не говорят ли обо мне? Ib. Мана та мôталаса кӳртрĕç (заставили вмешаться, в какое-нибудь нехорошее дело). Регули 913. Вăл мана пĕр мăйăх çăнăх пачĕ. N. Мана хама тӳрре кăларакан ĕçсене манра пĕре те тупаймăн.

манăн

род. пад. от мест, эпĕ. Регули 957. Манăн ĕнер ĕçлесчĕ мĕн кона. Мне надо бы сделать это вчера. Орау. Манăн сасă пĕтрĕ. Я охрип. N. † Йĕрки-йĕрки тантăшсем, манăн пекки пре те çок. (Хĕр йĕрни).

манет

или манит, рубль. Зап. ВНО. Пĕр-ик манетпĕ пӳрт лартаймăн. С Тим. † Тата выляс шухăш пурччĕ, ашшĕ-амăшĕ курман чух; ашшĕ-амăшĕ курсассăн (т. е.— эпĕ вĕсен хĕрĕпе вылянине курсан), манет парса хăтăлăп (вар. манет парăп хăтăлăп). N. Укçа 6 манит анчах юлчĕ 22 манитрен. Н. Лебеж. † Кăкри (вар. кăкăр) тулли çакна шур манит. Сунчел. † Пули-пулми таваршăн манит суса ан парăр.

маннă кĕрпе

(–ны̆), маннă кĕрпи, манная крупа. Ст. Чек. О сохр. здор. Маннă кĕрпи те тулă çăнăхĕпе пĕрех (то же, что). Юрк. Чăвашсем маннă кĕрпе (-э) пăттине те çиме юратаççĕ. Ăна сутăн кăна илеççĕ, хăйсем хатĕрле пĕлмеççĕ. Маннă кĕрпене ачасене çитереççĕ; ахаль те шăлсăррисене. || Рис. N. † Чупса антăм эпĕ шыв хĕррине маннă кĕрпесем çумашкăн (мыть). Якейк. Çын вилсен, ăна асăннă чох маннă кĕрперен пăтă пĕçереççĕ, онтă ĕçĕм çырли (изюм) хораççĕ.

мар

(мар), не (отрицание). Ала 10. Эпĕ уна (с нею) çыпăçас мар та (если не...), манăнне сăмсана йытă çитăр! N. Тĕнче хĕсĕр мар. (Послов.). N. Хаклă таварсем анчах, мар-и онăн! Алекс. Нев. Шăммисене пĕрте хăварар мар! (давайте не оставим!). N. Улма кирлĕ мар-и? — Мĕн улми тата! Не хочешь ли (не издоли) яблоков? — Какие там еще яблоки! Альш. Унта та пĕрттех каймаççĕ мар. Тяпшяево. Эпĕ курпуна курмасăр вилес марччĕ. Не хотел бы я умереть, не увидев конька горбунка. Регули 269. Он (вăл) тытмалла мар. Ib. 270. Она тытмаяла мар. Ib. Эп паян ĕçлеме мар (не на работу) кайрăм. Ib. 272. Паян ĕçлес мар пирĕн. Ib. 281. Окçа кирлĕ маршăн та каймастăп эп онта. Ib. 414. Паян лапра мар. Сегодня не грязно. Ib. 33. Паян ĕçлемелле мар-и? Ib. 109. Эп конта мар (не здесь) ĕçлесшĕн, эп лере ĕçлесшĕн. Ib. 110. Эп конта ĕçлесшĕн мар кисе. Ib. 1152. Икш мар кирлĕ, пилĕк кирлĕ. Ib. 1464. Эп ялта порнатăп, холара мар. Ib. 1465. Эп холара мар порнатăп (или: холара порăнмастăп), эп ялта порнатăп. Ib. 1490. Ашшĕ мар (мар анчах), амăш те килнĕ Ib. 1492. Эп çулла мар анчах пырса, эп хĕлле те пырса. Ib. 1493. Тытма мар, пре те коримăрăмăр. Ib. 1495. Эп илме мар (не покупать) кисе, эп сотма кисе. Ib. 1496. Корма (корасшăн) мар анчах кайса эп, поплеме кайса. Ib. 1497. Вăл мана пама мар (не только не дал, но), кăтартмарĕ те. Ib. 1498. Вăл мана кăтартнă мар, пачĕ те она (не только показал, но и дал). Трхбл. Вуннă, темерĕç-и вара? (в Ст. Семенк.: „вуннă терĕç мар-и вара?“), Орау. Пилĕк çухрăм пулать-и унта? — Пиллĕк мар, улттă та пулать пуль. Ib. Эсĕ маншăн Иван арăмĕ; Иван арăмĕ марри пĕрех (жена ли ты Ивану или: нет — для меня безразлично); эпĕ санран уншăн-куншăн хăраса тăмастăп. Другие варианты того же высказавания: „Маншăн эсĕ Иван арăмĕ пулни нимĕн те мар“— „Санран: Иван арăмĕ, тесе, хăраса тăмалла-и-ха.“ — „Ав кала, такăш пулнă (какая персона!) Иван, арăмĕ!“ Халапсем 21. Кунта халĕ те çын пур мар-и? тесе уксах-чăлахĕ (хромой чорт) чипертерех çӳлелле пăхкала пуçлать. Юрк. Памасан, лайăх марне пĕлет.— Знает, что не хорошо, если не дать. Орау. Кайимасть те мар-и-ха вăл паян? Может быть, он и не поедет сегодня? Н. Шихабыл. Çав турăсене çилентерес мар, тесе (чтобы не прогневить), вĕсене парнесем панă. N. Вуй (= вăй) полма мар (у меня не только нет силы, но), ора çине тăримастăп. ЧС. Çав çынсем варринче лаша тесен, лаша мар; ĕне тесен, ĕне мар,— темĕскер тăрат. Аттик. Вĕсем çавăрăннă чух (во время опахивания) çырма та çырма мар, ту та ту мар, вăрман та вăрман мар (т. е. ничего не разбиарают), тӳрех шатăртаттарса (напролом) сухаласа каçса каяççĕ. (Хĕр-сухи). Панклеи. Çак лоткă айĕнче (под этой лодкой) халь çок мар-и итлесе выртакан (нет ли подслушивающего)? Байгул. Унтан упăшки; тултан кĕрет те: ку мĕн тата? тесе тĕлĕнсе каять. Арăмĕ: Иван пичче мар-и-ха [да (ды̆) это дядя Иван]; пĕлĕм (блины) çиме чĕнтĕм те, пырне типĕ пĕлĕм лартса вилнĕ пулас, хам çу илме тухсан, тет. П. И. Орл. Хайхипе калаçса пăхмăр-ши, калаçма аванах мар мар пулсан?— Не поговорите ли вы с тем человеком, если это не представит неудобства? (Заметьте повторение „мар“). Орау. Тутар мар мар-и? Может, не татарин он? Ib. Каяс мар мар-и? Не оставить ли намерение итти-то? (т. е. может быть, лучше не пойти). N. Çилентермелле мартарах каларăм. Я сказал об этом осторожно, чтобы он не рассердился. Ск. и пред. 104. Пилеш хĕрес çан алра пур марччĕ ара ун чухне? N. Ĕç-ха тырă пулнă чухне, кăçал тырă çук мар-ха! (не нет, т. е. есть). Çĕнтерчĕ 29. Чухăнсем çинине курас марччĕ. N. Ним мартан та нумай усăллă япала тума пулать. КС. Эс апла калатăн та, вăл апла мартарах пулмалла. Ты говоришь так, но оно (это), повидимому, не совсем так. Отн. употр. отр. „мар“ см. Опыт иссл. чув. синт. I и II. Различные говоры представляют здесь некоторые особенности, при чем иногда не исключена и возможность иноязычного влияния.

масар

(мазар), кладбище. СПВВ. ЛП. Масар, çăва, куринке, вилĕ карти. Альш. Масара, масар хĕресне алăпа тĕллесе кăтартма юрамас, теççĕ; тĕллесе кăтартсан, кача пурнене юн тухаччен çыртас пулать, тет, хăвăнне; ахаллĕн вилет, тет. Кан. Масар çине карта тытман. Кладбище не огорожено. ГТТ. Пăсташ тасатнă çĕрте: масар пуçĕ, масар пуçĕ арăмĕ, масар есрейли, масар вупкăнĕ, масар кăлависем, камансăрсем, теççĕ иккен; пĕр 21 чина яхăн хисеплеççĕ. Н. Седяк. Масар çинче вут курсан, шуйтанлă тукатмăш вилнĕ çын, теççĕ. П. Лебеж. Аслă ялта автан авăтать. (Масар, çăва). || В бранных и т. п. выражениях. СТИК. Масар турттăр. (Ылханнă чухне). Мыслец. Масар (так!) кайтăр! Провались он в преисподнюю! (народное: в трисподни; брань). Пшкрт. Эй масар аччи (чит. ачи), ста маккарта çӧретĕн! Хорачка. Эй масар! апла марччă (-чы̆), капла тумаллаччă (-чы̆). || Придает оттенок досады, недовольства. Орау. Укçи çук-им масар (чит. мазар, мазар’), пуян титчĕç-çке ăна? Разве у него нет денег, ведь его считали богатым? Ib. Таçта масарта çӳрет ĕнтĕ паян кунĕпе! Я. Турх. Каясси масарĕ, каймасан та пырĕ-ха! СТИК. Кашкăр-упа масар = такшин („неопределенно чей или незнай чей“). Рекеев. Пӳлĕх турăран та аслă-им масар? Пшкрт. Эх масар, манса карăм! Ib. Эх масар аччи-пăччисем! Тюрл. Сыс (т. е. брось, оставь), мĕн масар тăватăн омпалан! В. Олг. Еккей масар, лайăх полмарĕ ман! (нехорошо, плохо сделал). Орау. Ку кам масар (чит. мазар’) тата? Это что еще за субъект? Юрк. Майру масарĕ, çĕр кăна çаттăр ĕнтĕ! КС. Ывăль-и масар-и çавăн. Сын ли его, кто ли... Ib. Мĕн масар çанпа çыхланан? К чему (зачем) ты связываешься с ним? Н. Сунар. Манăн куç-пуç та витĕрех мар (плохое зрение), темĕн, эпĕ кашкăр масар курмарăм (я что то незаметил никаких волков). Уравйш. Упнер çинчи Хапăссем, Санар пуçĕ масарсем. Конст. чăв. Унтан эпĕ: ах кукка, сывă пул! Пĕртен-пĕр куккамăр пур, ăна та пулин таçта масарта, ют патшалăхра, Турăк çĕрĕнче çухатса пурăнатпăр!.. терĕм. СТИК. Такшин масар ачи пек хăтланан! Скверно себя ведешь! (Гов. детям). Юрк. Митукăн амăшĕ те шарт тĕлĕнет: ачу масарĕ, ку Митук, кама шуйттана хучĕ-ши (в какого это он чорта уродился)? тет. Орау. Тура шăхличи масарĕ, эп ун çине алă сулăттăм уччиттĕле лайăх çĕре кайсан! N. Атте: сĕвес мар (шкуру с палой лошади)! Стараста сӳнине пĕлсен, темĕн укçана çитерĕç хамăра, стараста пĕлсен, сăранă масарă, çĕр тĕпне кайтăр (провались к чертям и кожа)! тет. ЧС. Эй вутту масару! уншăн çуртăма çĕмĕрсе пĕтерчĕç; çунса кайнă пулсан, луччă çĕнĕ çурт лартăттăмăр; N. Эпĕ халĕ те надсмотрщик пулса пурăнатăп, тем масар контрольôра куçармаççĕ. Моркар. Ак масар! (выражение досады). Орау. Илес-им масар? Купить что-ли? Ib. Мĕн вăл? — Тем масар (чит. масӓр) Букв. 1886. Аттесем калаççĕ: ытла пĕртте чĕнмест; кăна мĕнскер, пĕр-пĕр япала пулнă-им масар? теççĕ. N. Тăрас им масар (мазар)? Встать что-ли? Орау. Сирĕн кунта чăваш нумай-им масар (чит. мазар)? Разве здесь у вас много чуваш?

маçтăр

(масты̆р), мастер. Альш. Эсĕ вăрра ай-ай маçтăр иккен! Питушк. КС. Маçтăр, мастер, умеющий. БАБ. Кĕлтума ăна пурте кĕлтумаççĕ, пĕр кĕл таврашне пит маçтăр старик анчах кĕлтăват (читает молитву), ыттисем пурте, çĕлĕкĕсене илсе, сăхсăхса анчах тăраççĕ. Орбаш. Эсĕ мĕнтен маçтăр? — Эпĕ, тит, апат çима, тата эреке ĕçме маçтăр, тет.

матур

(мадур), молодец, молодчина. К. Кушки. † Урлă кĕлет умĕнче ут кустарчĕç матурсем. N. Хăшĕ çиеле тухакан вăйçи (отличившийся перед прочим, победитель) вара матура тухать (считается победителем). Альш. Вот матур! епле пĕлтĕн (узнал) эсĕ ху ачăна? тенĕ те, ачине пăрса янă (отдал). N. † Пире çиекен пире те курăймаççĕ, хамăр матур — нимĕн те тăваймаççĕ. N. † Çумри юлташ матур пулсан, мĕшĕн хăрас аслă ялти куштантан? Чăв.-к. † Ачисем те матур, çĕрле çӳрет; пуçĕ çине шанат, хĕр тупат: Кан. Ку, матур ачи те, çĕр çывăрма пĕлмест! || Красивый, пригожий. N. † Мĕшĕн каяс пасара, матур явлăк илмесен? || Шибач. Матор (мадор), сильный, здоровый (крепкая вещь). Сред. Юм. Матôр — пôлатна çынна калаççĕ. Бюрг. † Матурах çуралтăм эпĕ; мухтавлă ӳсрĕм. || Ловкий, solles. Фин. Пуринчен ытла финн халăхĕ тимĕрçĕ ĕçне ĕçлеме матур пулнă. || Хороший. N. Пирĕн ялти ĕçсем авă епле матур, йĕркесем епле аван. Чист. Матур лаша, хорошая лошадь. || „Мелкий торговец из русских, разъеажающий по деревням“. Микушк. † Хура сăран çинче матур манит (рубли) суйлат (разбирает, выбирает).

матяк

(мадак), прозвище мужч. Икково. Ск. и пред. 12. Хамăр ялти Матяка куртăм эпĕ çавăнта.

ме

(-мэ), возьми, на. Самр. Хр. Ме виç тенкĕ, терĕм эпĕ. Ст. Чек. Мейĕр, нате. N. Мейĕр укçăра! СТИК. Ме-ха, эсĕ каласа пăх (на дудке из таволги), санпа мĕнле пулĕ!

мекĕрлен

(мэгэ̆рлэн), жилиться, натужиться. КС. СПВВ. ВА. Мекĕрленес, кӳтĕрленес, мекеçленес, кутесленес (так напис.), кутăрланас. Скотолеч. 11. Час-часах шăрасшăн мекĕрленет. Изамб. Т. Эпĕ, лава тăратас (поднять опрокинутый воз) тесе, (чтобы поднять опрокинутый воз), мекĕрлентĕм, мекĕрлентем, лава ниепле те тăратаймарăм. Сред. Юм. Мекĕрленсе çôхрат. Кричит усиленно, не переводя духу. Буин. † Вăй пар, мекĕрлен! (понатужиться! Гов. родильнице). Капк. Чăпăрккапа хĕртнĕ чухне эсĕ пăртак мекĕрленсе тăр, вара питех ыратмасть. Кан. Ытлашши мекĕрленнипе çыннăн кутани (прямая кишка) тухма та пултарать. См. макаçлан, мекеçлен.

мерекке

(мэрэккэ), нечто потешное и интересное, своеобразное, оригинальное. Хурамал. Мерекке — кулмалла. Ib. Мерекке — шутка, сыгранная над кем-либо. Ib. Эпĕ-пĕр ачана пĕчĕк çуна çине лартрăм та, сăрăнтă (юр купи) тăрăх туртса пынă чух, сăрăнтă айне çуни мĕнĕпе яра патăм. Хай ача мăкăль-макăль! туса юр ăшне кĕрсе укрĕ. Ну, вăл ачана мерекке турăм! П. Седяк. Мерекке „удивительно“. См. сейĕр. Слакбаш. Карчăк çырăвĕ пит мерекке (забавно). Ib. Вăл пит мерекке япаласем каласа кăтартатьчĕ.

металь

(дал’), то же, что метал. Кадыш. Эпĕ икĕ металь çакса çӳреп.

мехел

(мэhэл’), возможность. Хурамал. Хамăн мехел çитсен пырăп-ха (= ĕçрен пушансан). Ib. Хам мехелĕмпе (когда время будет) хамах пырăп-ха, эс кая тăр (ты пока ступай). Тюрл. Мехел полсассăн, хамах çавăрăнса çитĕп. Приду, если будет свободное время. Питушк. Манăн мехеле кĕт пăртак (подожди). || Шибач. Мехелпе каять. Тихонько идет. Ир. Сывл. 33. Ĕçне тума мехел çук. Орау. Мехел çитимаçть-ха унăн, теççĕ, ĕçе час тытăниман çынна („нет предприимчивости“). Ib. Ăйхран тăрса, урине час сыриман çынна: мехел çитимаçть, теççĕ. СПВВ. ПВ. Мехел — мехелли çитсессĕн. СПВВ. Х. Эпĕ тавăрăннă мехелте (во время). СПВВ. МА. Мехел çитмесĕр (= вăхăт çитмесĕр) ăçта каян? теççĕ. СПВВ. МА. Ним мехел çитмерĕ. СПВВ. Тем мехелтен, почему-нибудь. Орау. Пир(ĕн) ачасем этем пулас çынсем-и вăсем? Çынсен ачисем тахçан, кĕтӳ кайичченех, тăрса, унта-кунта кайса килеççĕ; пирĕн хăйсен мехел çитмесĕр нихçан та вырăн çинчен те тăмаççĕ. Юрк. (Масар). Тĕнченĕн мехелĕ çапла куран: пĕри пĕтнĕ çĕре тепĕри пулса тăрат (ко времени погибели одного возникает другое). Ib. Этем ывăлĕ-хĕрийĕн мехелĕ çапла, куран. Ib. Пурăна-пурăна çав тĕрĕк çыннисем пулăхар (так!) ячĕпе çӳренĕ вăхăтра, çыру мехелне те пĕлсе çитнĕ. Шор-к. Шăпăрçă шăпăрне калама пуçличчен, ачасене хĕрлĕ-çӳçе холли (вербу) хуçма яраççĕ. Çав холăсене хуçса килсен, шăпăрçă, хăвăту (= хăйĕн) мехелпе, шăпăрне калама пуçлать. Регули. 1278. Хва мехелпе килет. МПП. Мехел, сила, способность. || Милость (неправ. толкование). Альш. Туррăн мехелĕ пулсан, кăçал та алла тырă илĕпĕр-ха. ЧП. Пари халĕ турри, ел пами халь, кĕтер халĕ туррăн мехелне (здесь СПВВ. поним. в см. кăмăл). Кратк. расск. 7. Авраам, ĕмĕтне татмасăр, кĕтсе пурăннă турă мехелне. N. Эпĕ санран урăх çыру вăл-ку илме ĕмĕт тумасаттăмччĕ, анчах тепле масарла тата турă хăй мехелне çавăрчĕ. Альш. † Акрăмăр та тулă, парĕ-и ха турă? Кĕтер-ха туррăн мехелне. Юрк. † Ырă курам, тесе, пит ан васка, мехелĕ епле çаврăнат. См. Paas. 85.

мехер

(мэhэр), если, если бы. СПВВ., Стюх. Сир. 236. Мехер эпĕ капла тусан, аттене намăс пулĕ. Толст. I, II, 72. Çавăн пекех эпир те: е хамăр, е сывлăш (çил) хускалмасан, сывлăш пуррипе çуккине сисместпĕр: Мехер чупма тытăнсанах, сывлăш пуррине сисетпĕр. N. Мехер татах кĕрес пулсан, чăлана хупса лартăп. N. Мехер ман çурта та тивнĕ пулсан — яла тăрăшшĕпех хăваласа тухаччĕ (пожар прошел бы всю деревню до конца). СПВВ. ФИ. Мехер тăкăн ярăн та, теççĕ ак, пĕр-пĕр ача чашкăпа япалана вылякала йăтса пырсассăн. Сборн. по мед. Укнĕ лашасен тирĕсене сĕвес тесе, патне те ан пырăр; мехер сӳсен, вăл чир сĕвекене хăйне те, сӳнĕ тиртен ыттисене те час ерет. Пазух. Урампала маюр, ай, иртет-çке, кĕленчерен унăн кӳмисем; мехер пăхсан, ĕçĕм, ай, юлать-çке; пăхмасассăн, чунăм чăтмасть-çке. СПВВ. Мехер те, в см. „если бы“? (Вопр. зн.-в оригинале).

миме

(-э), мозг. N. Унăн ăш-чикки çара çу, шăммисем тăп-тулли миме. Изамб. Т. Пуç мими, туна шăмми мими. Ib. Ахăр санăн мимӳ çĕрсе тухнă пуль! (Говорят неслуху). Ib. Мимӳ çĕрсе юхни-мĕн? (Брань). Янтик. Пуç мими (головной мозг) типсе кайнă, тет. СТИК. Миме: 1) костный мозг, 2) головной мозг. Юрк. Доктор, ман пуçа ан пăх та, унта манăн миме çук-тăр; пуç мими пулсан, эпĕ тӳпелешекен çынсем патне (к дерущимся) чупса пырса, хам пуçа шăтарттарман та пулăттăм, тет. N. Чи йывăр мимелли çынсем. (Склонения двух диалект. фф. этого слова: миме и мимĕ, конечно, различны; но в некоторых говорах они могли быть перемешаны. Иногда последнее могло произойти по вине переписчиков или вследствие неточной записи).

мискара

(ми-), шутка, курьёз. Ст. Чек. Мискара = шуть. Ib. Пысăк йывăç курсан: вот мискара! теççĕ (тĕлĕнмелли япала). Орау. Хурчка, чăхă çине хăпарса ларçа, кач та кач! лартать, тит (клюет). Чăххи ăна: ах, ку хурчка йыснан мискари! тесе калать, тит. Ib. Çав ĕнтĕ ĕçкĕ-çикĕн мискари („шутливость, приличная пирушке“): ташлас пулать, юрлас пулать! Ib. Асту, ун (лампăн) мискари пур! Смотри, будь осторожен, у этой лампы есть курьезная особенность! Ib. Пирĕн кĕсрен мискари пур ун: пĕр чăхăмласан, ним тусан та турттарттарма çук вара: пуçне силлет, тапать, шăрать, тем-те-пĕр туса пĕтĕрет. СТИК. Кĕрӳшĕ каларĕ, тет: эпĕ сире пĕр мискара каласа парам (расскажу о курьёзном случае)! Ib. Мискара кăтартас, задать страху, ошеломить сразу. Ib. Çын сасартăк, сисмесĕр, хăрасан: мискара куртăм, теççĕ. Е тата авантарах: пĕр çын тепĕрин патне пусмăрлама е ултавлă шухăшпа пырать; леш ăна, кăшкăрса, хăратса тĕрткелесе кăларса ярать. Çавне (так!) мискара теççĕ.

мулкач

молкач (-га-), то же, что мулкаç. N. Мулкач тытма кайрăм. Орау. Шăракан ачана мулкач пăхне çитарсан, шăмаçть, тит. Ib. Ĕлĕк чăваш арăм(ĕ)сем, ачисем çывăрнă чухне вырăн çине шăрсан (если мочились), мулкач пăхне çитаратьчĕç, тит. Завражн. Молкачсене эпĕ пĕрре каймассерен икшер-виçшер тытса килнĕ (промышлял). Ib. Виçшер молкач тытса килни те пор (мне случалось промышлять). Ib. Çак катана кĕчĕ, тет те, мишукпа икĕ кайăк (мулкач) тытса килчĕ (поймал), тет. Хора-к. Чухăн çын пурăнăçĕ хирти мулкач пурăнăçĕ. (Послов.). КС. Мулкачсам, чупса, вăрманти юра тап-такăр тунă. Орау. Мулкач сутатăп, мулкач! — Мулкачу мĕн хак? – Пĕр кунтăк ырашла (за два лукошка ржи) ик мулкач парап. || Кукиш. Кан. Икĕ пӳрне хушшинчен „мулкач“ кăтартса, кăларса яраççĕ.

мункун

монкон, назв. праздн., пасха. N. Е мункунтан мункуна çӳрет. Шел. 105. Ме-халĕ, Урук, мункун çăмарти. ДФФ. Мункунăн иккĕмĕш кунĕнче, тунтикун, ваттисене (вилнисене) асăнатьчĕç. Ib. Пирĕн аттесем çамрăк чухне мункуна юнкун (хăрушă эрнере) пуçлатьчĕç. тет... Малтанхи куна кăлăм-кунĕ тетчĕç. Ст. Яха-к. Хăш-хăш ялсенче чăвашсем мункуна аслă типпĕн юлашки эрнин калăм-кунĕнче, юнкун, тăваççĕ. Ĕлĕк пирĕн ялсем те, эпĕ ăçтăвасса, мун-куна юнкун туса, пăтă чӳклетчĕç. Н. Седяк. Чăвашсен мункунĕ асап эрнинче юнкун пуçланать. Юнкуна калăм кунĕ теççĕ. Чăвашсем праçникĕсенче малан вилнисене асăнаççĕ – хываççĕ. Христос тĕнне тытакан чăвашсем апла мункуна малтан тумаççĕ, вырăссемпе пĕрлех тăваççĕ. ЧС. Пирĕн ялсем сĕрен мункун тунтикунĕ тăваççĕ. Ib. Мункун эрне тенĕ чух ачасем ашшĕсене атăсем илтереççĕ. N. Мункун (калăмкун) аслă эрнере юнкун пулать; тепĕр кун, кĕçнерникун, вилнĕ çынсене хываççĕ. N. Çулталăкра пур вилнĕ çынсене те пĕрле тăватă хут асăнса хываççĕ: мункунта, аслă кĕç-нерникун каç; мункунĕ пулат юнкун, тепĕр кунне, кĕçнерни-кун-каç, эрне-каç, вилнĕ çынсене асăнса хываççĕ. Ст. Шаймурз. Мункун эрни хушшинче. Юрк. Мункун эрни тухсан (когда пройдет). N. Мункун-каç, канун пасхи. N. Кĕрхи сăра. Кĕр сăри каç та вилнĕ çынсене, мункун-каçхи пекех, е автан сăри пекех, ăратнесене пуçтарса, çĕрле ĕрет туса, хывса çӳреççĕ. Изамб. Т. Мункун мынчи (= мунчи). N. Çакна асăнма, пĕчĕкçĕ ачасене мункун кунĕ çăмарта пуçтарма йăла тухнă, тет. КС., Изамб. Т. Мункун типпи, великий пост. N. Пупсем çӳреççĕ, тет, мункун кĕлли кĕлтуса. Макка 215°. Чăваш мункунĕ вырăс мункунĕнчен пилĕк кун малтан пулать. Чи пирвайхи кун вăсем пăтă çисе çӳреççĕ; вăсем пăттине ăратни-ăратнипе çисе çӳреççĕ. Иккĕмĕш кун ваттисене хываççĕ, виççĕмĕшпе тăват(т)ăмĕш кунĕнче кассипе çисе çӳреççĕ. Пилĕкмĕш кун сĕрем тăваççĕ. Çав мункуна турăпа патшана асăнса праçник тăватпăр, теççĕ. Мункун хушшинче чӳклеме ĕçеççĕ. Ăрам варрине кашни касса такан чуччувĕ хураççĕ, такан чуччу çинче кататса тăваççĕ, ярăнаççĕ. Изамб. Т. Хĕрарăмсем мункун кĕпи, шăлаварĕ, чăлхи çĕлеççĕ. Ib. Мункун умĕн юлашкинчен пулакан пасара мункун пасарĕ теççĕ. Ib. Мункун шăмат-кунĕ пурте мынча хутаççĕ. Ib. Ул укçана (т. е. „периленнĕ укçана“) шуйттан мункун-каç типĕтет, теççĕ. Шурăм-п. Мункун пăтти. СТИК. Мункунсенче эпĕр нимĕнле ĕç кутне те пыраймарăмăр. N. Мункунта çерçире те сăра пур, теççĕ. (Послов.). Никит. Мункун çитес умĕнхи кĕçнерникун шăнтсассăн, пăрçа пулать. N. Ма апла пит хыпаланаççĕ? — Мункун çитет. Сред. Юм. Мôнкôн (моҥгон) чохне пĕчик ачасĕне кирак (= кирек) кам патнех те кайсан, мôнкôн çăмарти тесе, пĕрер çăмарта, пĕренкĕсĕм параççĕ. Ib. Мôнкôн кôнĕ ирхĕне малтан аван çын пырсан, çитес хĕл сôрăхсĕм пит пăрулаççĕ, тет; ôсал çын пырсан, пăруламаççĕ, тет. (Народное поверье). Ib. Мôнкôн кôнĕ пôшар пôлсан, çу тăрăшпе (всё лето) пôшар пит пôлать, тет. (То же). Ib. Кăчкă-кĕлли кôнĕ Мôнкôн Хôсантан тôхать, кĕçнерникон (великий четверг) яла килет, шăматкон пӳрте кăмака хыçне кĕрет, вырсарникôн ирхĕне тĕпеле иртсе ларать. (Гов. детям). Ib. Мôнкôн çĕрĕ тĕттĕм пôлса вăт тôхса çôнтараççĕ. N. Аслă мункун, первый день пасхи. Кĕçĕн мункун, фомино воскресенье. || Имя (прозвище?) мужч. в области Тăхăр-Ял; он знал много древних преданий и бывал жрецом (молельшиком) на моленьях. (Сообщ. Ф. Т. Тайбинский).

Мунча

монча (мунζ’а, мон’џ̌а), баня. Альш. Мунча ăшши тутлă пултăр! (Приветствие моющемуся в бане). Ib. Пирĕн паян мунча пит тутлăччĕ (приятна), кĕме пит çăмăлччĕ. Трхбл. Мунча пулнă (баня истопилась); мунча кĕрес (мыться н бане). N. Йăмра мунчи пит тутлă, ăвăс мунчи пит тутлă, çăка мунчи тата авантарах та, пит сахал. Юман мунчи йӳçĕ пулат. Яргунък. Лутра вырăс мунча ăсти. (Арлан). Тайба-Т. † Мунча, мунча мул килет, урам тулли туй килет. Альш. Вăл чăвашсемпех ĕçетчĕ-çийетчĕ, мунчине кĕретчĕ. Чăвашсем 32. Мунча пулсан вара (когда истопится бани), пурте çав пумилккери çынсем мунча кайса кĕреççĕ. Ib. 29. Мунчаран ытти çынсем тухсан, пĕри каях юлат те: вилнĕ çынна мумча çапатăп, тесе, милкĕпе лапка çине (по полку) çапат. N. Мунча кĕрсе килнĕ çĕре (к приходу из бани) сăмавар ларттарас. Ильмово. Унтан вара вăсем килĕсене таврăнаççĕ те, çутăличчен (до рассвета) мунча хутса яраççĕ (затопляют). БАБ. Мана мунча хутса парăр. Истопите для меня баню. Ib. Мунча кĕрсе тухсан (после бани). Ст. Ганьк. Чирлĕ çынна мунча çинчен (после бани) апат пăртак çитереççĕ. Сред. Юм. Мунчари чôл тутлă! („Гов. тому, кто говорит, что это не вкусно, нужно то-то“). Ib. Мунча питлĕх — шор мунчан чôлĕ çине хôплакан питлĕх. Тогаево. Пӳртне кĕтĕм те, порте мончаран тохнă та, чей ĕçсе лараççĕ. Никит. Урапа иртсе кайнă хыçĕнчен (за проехавшей телегой) мунчаран тухакан тĕтĕм пек тусан (пыль), юлат (в засуху). N. Мунча питĕ вĕри пулчĕ, ăшши нумай пулчĕ (очень жарко); ялĕпе кĕрсен те, çитмелле. Юрк. Атте, мĕшĕн пирĕн пӳрт пуринчен те начар, мунча пек анчах? КС. Мунча çунса тухрĕ (истопилась). Караполов. Про хороших музыкантов говорят, что они научились играть в бане. N. Эпĕ мунча вĕрине юрăтмастăп (я не люблю жаркой бани). || Ст. Чек. Ача тек акăшсем патне каясшăн йĕрет,— мунча кӳртсе илтĕм-ха (т. е. выпорола, „задала баню“) паян! Ib. Е (долгое э), мунча кӳртрĕмĕр-и! (Ачасем хĕнесе илнĕ ачана çапла виртлеççĕ). Бхтр. Упăшки çавна илтрĕ, тет те, арăмне лайăх мунча кӳртрĕ, тет (отлупцовал). || N. Çĕр-мунча, баня-землянка. См. мулча, молча.

мур

мор, повальная болезнь (на людей и на скот). N. Çав ярмăркка вăхăтĕнче хулара çын мурĕ тухнă. Собр. 229. Мур килсессĕн, ĕне картине икĕ чĕрес сĕтпе лартса, çынин пĕр-пĕр çĕре çӳле ларсан, мур нимĕн тумасăрах каят, теççĕ. Янш.-Норв. Вĕсем: выльăх мурĕпе çын мурĕ этем пулса çӳрет, теççĕ; çав мур вара, çын вĕлерес чухне, кашни килти çынсене шутласа çӳрет те, ячĕсене хут çине çырса çӳрет, теççĕ. Н. Седяк. Этем мурĕ киле пуçласан, ак çапла тăваççĕ: ялти хĕрарăмсем (кашни килĕрен пĕрер), хăйсем туртса, çуран, ял тавра ака туса çаврăнаççĕ. Ака-пуç тытаканни арçын пулать. Вăл çын пĕр-пĕр çыннăн пĕртен-пĕр ывăлĕ анчах пулать. Ака хăвалаканни пĕр-пĕр çыннăн пĕртен-пĕр хĕрĕ пулать. Çапла ака туса ял тавра çаврăннă чух ака туртаканнисем пурте хĕрарăм пулать. Арçынсем вăл вăхăтра пурте ялта пулаççĕ. Ака туни тул енне юлмаççĕ; тул енне юлсан, вăл çын мурпа вилет, теççĕ. Хĕрарăмсем ака тунă чух çара уран, çара-пуç пулаççĕ. Тата вĕсем ака туса çаврăннă чух мелкесем (помелья), турчăкасем (кочерги) йăтса пыраççĕ. Хирте пĕр-пĕр çын е выльăх пулсан, ăна, мелкепе тӳпелесе, кӳртсе яраççĕ ялалла. Ял тавра çаврăнса çитсен, кашни çынна, çĕр айĕнчен кăларса, ĕнсине хĕç (сабля) тăршипе сĕрсе яраççĕ, тата кутĕнчен йĕплĕ-хулăпа (шиповником) çапаççĕ. Çакăнтах йăвăçран вут кăларса, çав вут урлă каçаççĕ. Çапла тусан, мур (холера) лекмеç, теççĕ. Орау. Мур çулĕ килчĕ пулĕ кăçал, темскер выльăхсем виле пуçларĕç. N. Лаша мурĕ, ĕне мурĕ. || Çамр. Хр. Маншăн ун чухне хуть те мур пултăр, эпĕ нимĕн ăнланми пулнă та, анне чĕнсе пынă мур пупне, тет (для меня тогда хоть чорт знает что будь, я тогда ничего не понимал). ЧС. Эй мур илмен япала! (ругательство). Шел. II. 60. Çынран юличчен муртан юл, теççĕ. И. Якушк. Кайса килем-и-мĕн мурĕ! Сходить, что-ли, шут его дери! N. Сана кантура чĕнеççĕ. Мĕн мурĕ тата? (на кой ещё чорт?). N. † Путене таппи хутăм та, карăш мурĕ (шут его дери!) çакланчĕ! КС. Мунчара-и, мур-и çав. В бане, что-ли, или где-то в этом роде. Йӳç. такăнт. 17. Таçтан муртан тухрĕ карт тытасси. КС. Çтан, муртан тупса парам-и эп сана? Откуда мне тебе взять-то. Ib. Сана, мур пуçне, тахçанах ăшăтса илмелле те-ха! Давно бы тебя надо вздуть (отколотить)! Ib. Çтан муртан пурне пĕлсе çитереççĕ! Как это они все узнают! Ib. Ăна, мура кам тăрантарса çитермелле! Ib. Çта мура хучĕç? Куда они к шуту положили? Орау. Ах мур, кăнтăрла çитет паян! Ку шатунпа кăнтăрлаччен киле çитеймастăп пулат-и-ха... Ib. ЬIвăлĕ мĕн ятлă-ха? — Мур ятлă, кам пĕлет! (чорт знает. как его зовут). Ib. Майра ан килтĕр, мур! Как бы, чорт возьми, не пришла баба! N. Эй мур, тĕсе калать, тет, лашине, ман пуçа çимели кăна, тесе калать, тет. КС. Мĕн мур-ши ку? Что это за штука? ПВЧ. Мĕн мур тăван унпала? „Что она тебе далась“? (т. е. на что она тебе?). Кан. Пĕр çынна, тем мурĕшĕн (чорт знает, почему), ула качака теççĕ. ПТТ. Çумăр çумасан, ачасене ватăсем: çумăр çумас ĕнтĕ, çав мур Петĕркке шăтăкне кайса ярăр-хă (т. е. воды), теççĕ. Орау. Мур ачи (кушакки, лаши, ĕни, пурчĕ, пуçĕ и пр.)! Ib. Мур ачи! — кунĕпе те киле таврăнмасть! Мур пуçĕ, таккулăхах çапрĕ! Мур ĕни сĕт пами пулчĕ! Мур пӳрчĕ сив пулать. Мур пуçа таçта тухса сĕтĕрĕнчĕ ĕнтĕ! Ib. Мур ачи! Негодный ребенок! См. патак. Ст. Чек. Мурта çӳрет! (= таçта, т. е. шляется чорт знает где). В. Олг. Мора! вырттăр-и! (пусть лежит). Ib. Е, мора! апла марччă, капла туас мĕн, тет. КС. Пирĕн мур ĕни сĕт хăварчĕ (перестала доить). Ib. Мĕн мурĕ ятлăччĕ-ха? Как бишь это его зовут?! Ib. Мĕн мур тăван çăвна? Зачем он тебе нужен? Чураль-к. † Ати упи мур (шур?) упи, тăкăлт-тăкăлт сиккелет, сĕм вăрмана кĕрех кайрĕ. || Яд. Альш. Мур çисе вилнĕ. Отравился. || Оборотень, разбрасывающий, распространяющий повальную болезнь. Собр. Мура лайăх çынах каять, тет. Е арçын, е хĕрарăм мур пулса каять, тет. Çав мура каякан çын. Çĕрле, çын шăплансан, вырăн çинчен тăрса, кĕпи-йĕмне хывса, пытарса хурать, тет те, хăй вара, выртса, йăванса, хĕп хĕрлĕ йытă пулса, мура каять, тет. Вăл вара, выльăхсам картине кайса, миçе выльăх вилмеллине карт картаççĕ, тĕт. Муртан хăтăлас тесен, выльăх картине сĕтсем çакса яраççĕ. Сĕтсене мурсам çисен: кусам пире лайăх пăхаççĕ, кусене тивес мар, тесе калаççĕ, тет. Çапла вара ĕнесем вилмесĕр юлаççĕ, тет. Лайăх пăхманнине, çилленсе, пĕтĕмпех вĕлерсе пĕтерет, тет. Каçхине çапла çӳресен, тул çутăлас енне кайсан, каллах килне кайса выртать, теççĕ. Мура юмăç карчăкки пулса каят, теççĕ, вăл ак çапла пулат, теççĕ: тăват çынна пĕр кунтах юмăç пăхса ярсассăн, тула тухса, макăрса йăванат, тет те, шур йăтă пулса, мура каят, тет. Чăн первей вăл хăй юратман яла кайса, пĕр уй хĕрĕнчи çынăн ĕне картине кĕрсе, хуçи пыраччен ларат, теççĕ; хуçи пырсан, çăккăр татĕк (= татăкĕ) пăрахса памасан, ĕнине çиччас вĕлерет; çăккăр татĕк пăрахса парсан, унăнне нимĕнне те тивмест, анчах, ун çумĕнчи çын патне кайса, ун ĕнине вĕлерет, теççĕ. Вăл çын: мур килеччен, чаччас ĕнине суса, сĕтне пĕр-пĕр çĕре çӳле пытарса лартсассăн, мур вара ун ĕнине тупимаст, теççĕ. Мурĕ тата ун çумĕнчи çынăнне кайса вĕлерет, унтан тата тепринĕнне; çапла пур ялăнне вĕлерсе пĕтерет, теççĕ. ЧС. Мура пирĕн чăвашсем акă мĕн тесе ĕненеççĕ: мур çын — çын пекех, пĕре анчах мар, — вĕсенчен хăши асли, хăши кĕçĕнни пулать; вĕсем пурăнассине пĕр-пĕр пысăк шыв çинче, кĕпер айĕнче пурăнаççĕ. Этем мурĕ пулас пулсан, асли хăй каят; выльăх мурĕ е вĕçен кайăк мурĕ пулас пулсан, асли кĕçĕннисене хушса ярать; анчах шутсăр пĕрне те вĕлерме юрамаст, мĕн чухлĕ вĕлерессине хăй хушса ярат, теççĕ. Мур теминçе тĕслĕ пулма та пултарать: çын пек те пулать, ыйăтă (так!) пек те, кушак пек те, ытти выльăх тĕслĕ те пулать, теççĕ. Хăш ялта мур пулмалла, мур çав яла пырать те, çын пулса, пĕр-пĕр пуян çын патне хваттере кĕрсе выртать. Пуян çын ăна лайăх ĕçтерсе çитерсен, ун выльăхне вĕлермесĕрех хаваратт. Мур ялта вĕлерсе çӳрен-çӳрен (надо: çӳресен-çӳресен), ыйă(тă) пулса, яллаях çав çын килне кĕрсе выльăхсем хушшине кĕрсе выртать. Хуçи ăна мур иккенне сисет те, кашни кун пăтă пĕçерсе, картана çакать; мур ăна кашни çĕр çиет. Вара çав çыннăн темĕн чухлĕ выльăх пулсан та, хăтăлса юлать, теççĕ. || В. Олг. Мор вĕлерсе кайманскер! (Брань). СТИК. Мур тыттăр! Ну его к чорту! Ст. Чек. Мур курнă. „Видел человека, рассылающего болезнь“. Ib. Мур – человек, рассылающий, разбрасывающий болезнь. См. Магн. М. 223. || Рак, çăкăр мурĕ (дармоед), ахаль çисе выртать çав! Йӳç. такăнт. 13. Ак кăçатпа шаплаттарсан (вот я шлёпну тебя валенком!)... Мур илешшĕ!

мур пакарти

брань. Сунт. Е-е-е... мур пакарти! Эпĕ сана шуррисен разведчикĕ пулĕ, тесе... Аван-и? (как поживаешь?).

мутлăх

смутьянство, озорство, лукавство, хитрость. Альш. К.-Кушки. † Эпир юрламастпăр мутлăхран, эпирех те юрлатпăр шухлăхран. Бюрь. † Юрламастăп эпĕ мутлăхран, халь юрлатăп эпĕ тăванăмсем лайăхран.

Мухамет

(-h-), яз. имя мужч. М. Рус. || СТИК. Пирĕн чăвашсем Магомета Мухамет теççĕ. Ун çинчен акă мĕнле сăмах çӳрет. Мухамет вăл питĕ чее çын пулнă, тет. Хăй чеелĕхĕпе кăна мишерсене улталаса, хăйне турă вырăнне хисеплеттерсе пурăннă, тет. Çĕр çинче пурăннă чухне вăл капла улталасă пурăнкалат. Эпĕ вилсен те, мана хисеплеме ан пăрахчăр, тесе, вăл тупăкне тимĕртен тутарат та, мичĕт маччине макнит (магн’ит) сĕртерет. Макнит вара Мухамет тупăкне çĕклесе çыпăçтарнă, тет. Çавăнпа мишерсем халь те ăна ĕненсе пурăнаççĕ, тет.

мухмăр

мохмăр (-мур), похмелье. Кĕвĕсем. Кăçалхи çул ĕçкĕ ĕçесси — ирхине мухмăр пуласран хăратăп. ЧП. Ирхи мухмăр. Изамб. Т. Ĕнерхи сăра мухмăрĕ халĕ те иртмес-ха. Ib. Мухмăр уçасчĕ! Опохмелиться бы! Ib. Манăн халĕ мухмăр, мухмăрпа аптрарăм. В. Олг. Мохмăр чĕртес, пить с похмелья. Ib. Мохмăрла ĕçетĕп (пью с похмелья), мохмăрла (или: мохмăрпа) выртат (лежит с похмелья); мохмăрлă çын. Чем люди живы. Мухмăр та уçăлса каят (проходит), хăй те шăна (мерзнуть) пуçлать. Альш. Ĕçеççĕ, çиеççĕ: мухмăр тӳрлетеççĕ (опохмеляются). Ib. Пичĕсене çăваççĕ сивĕ шывпа: мухмăр уçăлтăр, тет. Ib. Аранçĕ паян мухмăр пур. СПВВ. Мухмăр = мăхмăр. Йӳç. такăнш. 12. Мухмăр чĕртесси пулмасан, тапранас çук та ĕнтĕ килтен. Мишша. Сан кашни кунах мухмăр! Юрк. Тепĕр кунĕ ирхĕне мухмăрпа (с похмелья) пуçĕ çурăлас пек ыратат, нимĕн тăва пĕлмес (не знает, что делать). Ib. Куллен-кун ĕçесси мĕнĕ, эпĕ мухмăр анчах тӳрлететĕп-çке! тесе каларĕ, тет, хуйхăрса. К.-Кушки. † Ĕçрĕм кăна ĕçрĕм, ӳсĕр пултăм, ĕçменнипе пулинччĕ мухмăри. N. Хăй те çав мухмăртан хăтăлаймарĕ, тет. Хĕвел ансан, вилчĕ, вилсе карĕ, теççĕ (не мог отрезвиться). Ялюха М. Мухмăра ĕçес, опохмеляться. || Прозвище мужч. Альш. Мухмăр Иван.

мухмăрла

хмелеть. N. Мухмăрларăм = мухмăрпа аптăрарăм. Перев. Эпĕ шыв ĕçрĕм-ĕçрĕм те, мухмăрларăм; киле таврăнтăм та, юрă юрлама тытăнтăм. Бел. Гора. † Мухмăрларăм шӳрпесĕр, сиве шăнтăм кĕрĕксĕр. Тим. † Турат куççи куркисем, пуç пурни пек черккисем (scr. чĕрнисем), мухмăрларăм эрехсĕр. || N. Выльăх ыраш çисе кӳпĕнсен, кайран мухмăрлать (заболевает, как бы хмелеет).

муш

(муш), может быть. БАБ. Муш самайрах (полегче) пулнă та пулĕччĕ-и тен (стало бы больному, тогда). Собр. Эпĕ ыра, çын усал, темелли çук; муш хамăр унтан усал, теççĕ. (Послов.). См. тен, тетен.

мушĕпĕт

может быть. Юрк. Мушĕпĕт эпĕ килĕп.

мăй

(мы̆j), шея. Изамб. Т Старик, урапа çинчен пăтавккине вăрлăх тултарса, мăйĕнчен çакăрĕ (= çакрĕ) те ана пуçне кайса тăчĕ. Çутт. 36. Эпĕ мăйран (на шею) хутаç çакрăм. Сред. Юм. Ăсĕне пôринне те мăйĕсене касса татнă. Им всем отрубили головы. Якейк. † Ати мăйĕ холăм, тесе, кульлян (ежедневно) чопрăм холая (= холана); салтак каймас (= каймастăп) поль, тесе, салтак туса, ай, ячĕç! Ib. Мăйĕ кĕпе çохави çине тохса кайнă. У него шея складками (от толщины). N. Мăйран çакма тытăнчĕç (вешать за шею). Орау. Ан чĕн (молчи), атту мăйна пăрса лартăп (сверну шею, голову). Сред. Юм. Мăйран пуссан та, халь параймасп (= параймастăп). Хоть зарежь, а теперь заплатить не могу. Ib. Пит çылăх пôлат, тессине: мăй таран (по шею) çылăх пôлать, теççĕ N. Ачасене вĕсем мăйĕсенчен çака-çака вĕлернĕ. Юрк. † Каçхине те выртрăм, тĕлĕк куртăм: мăйма (= мăйăма) хура çĕлен (гадюка) явăнчĕ. || Шейка, горлышко сосуда. N. Кĕленче мăйĕ.

мăй-çыххи

род ожерелья. N. Эпĕ мăй-çыххи тирме ик ярăм шăрçа илтĕм. Хурамал. Мăй çыххине тенкĕпе тăваççĕ, виçĕ хутлă тăваççĕ,— пĕтĕм тенкĕсем. Бугульм. † Аппа мăй-çыххи тирнĕ чух нумай шăрçа пухрăн-и? Ст. Чек. Укçа-мăй-çыххи, назв. девичьего убора (ожерелья). N. Лапка-мăй-çыххи, лапка-мыçиххи, род ожерелья у девиц. СПВВ. ФН. Лапка-мыçиххие хĕрсем мăя çакаççĕ. Сред. Юм. Тенкĕлĕ мăй-çыххи, ожерелье у женщин. Ib. Тенкĕлĕ май-çыххине хĕрарăмсем мăя çакса çӳреççĕ. Ст. Чек. Шăрçа-мăй-çыххи, назв. убора (у замужних). || Галстук?

мăйăр

(мŏjŏр, мы̆jы̆р), мăйăрă, орех. Ст. Чек. Мăйăрсене çиçĕм çапнă (снаружи орехи чернеют, внутри пустота). Собр. † Пысăк ханкăрма, чукун мăйăр, сасси çиттĕр чун çине. Изамб. Т. Ул унаçран (из сочня) вара мăйăр пек салма татаççĕ. Мусир. † Йĕкĕр мăйăр пек ӳсрĕмĕр, мăйăр хуппи пек уйăрăлтăмăр. N. Эпĕ пĕрре, тулă вырнă вăхăтра, вăрмана мăйăра карăм. N. Майăр шаклаттарса ларат. Щелкает орехи (быстро, звучно). Якейк. † Сар мăйăр пак сăнăм порч (= пурччĕ); сарăмсăр сая каясран йăмăк похса хорйнччĕ! ТХКА 106. Мăйăрсене шĕкĕлчесе илетĕп.

мăйрака

(мы̆jрага), рог. Изамб. Т. Ст. Шаймурз. Çĕнĕ-çыннан çавăнтах çамкине темĕн пысăкăш майрака ӳссе тухать. НИП. Вăкăр мăйракипе тăпра чават та, тăпри хăй çине ӳкет. (Послов.). Кан. Сылтăм мăйракинчен çавăрса илсе, шанкăрав çакса янă. N. Эпĕ, ăна кĕрсен (когда опамятовался), пуçа тытса пăхрăм та, ман çамка çинче мăйрака пек шыçса ларнă (т. е. вскочила шишка). Чĕр. чун. яп. й. к. пур. 18. Унăн (у черепахи) кĕлетки пур енчен те мăйрака йышши япалапа витĕннĕ. || Стручок ceratonia. Мусирм. † Хура-хура, тиеççĕ,— мăйрака хури çапнă ăна („говорят с любовью“). || Хохолок у птиц. Изамб. Т. Тетерлĕкĕн (у пигалицы) мăйраки пур. || Рожки на переду саней. КС. Мăйрака, рожки у саней. Сред. Юм. Çôна мăйраки. || (Всякая) улитка. Н. -Троицкое. || Рог у пузыря (муз. инстр.). Нюш-к. Шăпăр мăйраки (или: какри). || ЧС. Хура-мăйрака, стручки ceratjnia siliqua, рожки.

мăкăртат

(мŏгŏртат, мы̆гы̆ртат), ворчать, бормотать, роптать; шептаться, выражать недовольство. Дик. леб 51. Куратăр-и — епле вăл мăкăртатса пырать. СЧЧ. Мăкартатса калаçать. Невнятно говорит. Микушк. Мăкăртатса чарăнсан, ăмăрт-кайăк вĕçсе пырса каларĕ, тет. N. Епле-ха эпĕ ямшăка иртерех кайăпăр, тесе каламарăм, тесе хам тĕлĕшшĕн мăкăртататăп. СТИК. Каçпа çĕр-хута çывăраймарăм: ялан темле мăкăртатнă сасă илтĕнет пек туйăнат („невнятный ночной ропот“). Ст. Чек. Мăкăртатат, ворчит себе под нос. Ib. Амăшĕ тĕпелте мăкăртатат, тет. Чĕлкаш 24. Каччă хăйне хăй сăмса айĕнче мăкăртатса ларнă. Сред. Юм. Мăкăртатать — „1) ругается втайне, 2) распространяет дурную славу, 3) проклинает втайне“. Латыш. Карчăкки ачана пикелет те, çăкăр кĕреççи çине хурса, вĕри кăмакана çăкăр çине виçĕ хут чиксе кăларать, çапла мăкăртатса: çак ача кăмака нишне кайнă пусан, кăмака нишĕ (особая детская болезнь) тухтăр çак ачаран!

мăнаçлан

быть взрослым, пожилым. Шарбаш. Паччи Михитти воççах мăнаçланма пĕлмеç. Шорк. Мăнаçланнă, стал пожилым. СПВВ. АС. Мăнаçланас = ватă енелле каяс, вăй пĕте пуçлать. || Подростать. СТИК. Чĕпĕсене — ытлаван (= ытла аван) мăнаçланса çитнĕччĕ — курак йăтрĕ пĕтерчĕ. Ib. Ачисем мăнаçланса пыраççĕ ĕнтĕ (подрастают). Юрк. Эпĕ мăнаçланнă пулсан, питех те йĕмĕчĕçĕ; эпĕ çамрăкран: ĕçе ĕçлеймĕ, епле суха-ака аккаласа тăрантарĕ, тесе, уншăн хăне ытла йĕреççĕ. || Гордиться. Хочехмат. N. Тем чухлĕ халăх тытса тăракансем, халăхсен умĕнче мăнаçланса кайнисем, тăнласа тăрăр. N. Мăнаçланса ахăрашса кайнисене пĕтер. Завражн. Мăнаçланса кайнă. Возгордился.

мăнтăр

(мы̆нды̆р), жирный. Ст. Чек. Пазух. Пасар илемне мĕн кӳрет? Мăнтăр утсем, çав кӳрет. Пасар илемне мĕн ярать? Ырхан утсем, çав ярать. СТИК. Лаши йĕркесĕр мăнтăр (очень жирная; йĕркесĕр маттур, очень бойкая). || Толстый. Чув. пр.о пог. 314. Пирвайхи уйăхри пăр мăнтăр, вăрăм пулсан... Если в первый месяц сосульки длинные, толстые... Ядр. Шăмат хĕрĕ мăнтăрки, мăнтăр пирри (грубый холст) çийĕнче, шăла пир йĕмĕ кутĕнче. || Крупный. Собр. Çӳле кайăп, мăнтăр купи купалăп. (Кăшăл сăвăрни). Никит. Иван пиччен куç çӳлсем мăнтăр-мăнтăр тумланса анчĕç. || N. Мăнтăр ашкăнтарать сана, мăнтăра чăтимастăн, намăссăр. N. Эпĕ килте мăнтăрпа тапак туртма вĕреннĕччĕ. || Жирность, тучность. N. Эсĕ салтак мар, эпĕ саншăн кулянмастăп, ху мăнтăрупа тухса карăн.

мăнтăрлат

откормить, раскормить. Курм. Орпа çитарса мăнтăрлатрăм. Перев. Сысна çурисем çитĕнĕç, вăсем татах вуникшер çăвăр çăвăрлĕç. Эпĕ пурне те çитерсе мăнтăрлатăп та, пĕр кĕлет аш тултарăп, унтан мĕн пур ашне сутса, пахча лартăп. Карĕ вара ырлăха (пойдет тут раздолье)!

мăшăр

(мы̆жы̆р, мŏжŏр), пара; парный. N. Пĕр мăшар лаша. N. Пĕр мăшăр çăпата. N. Эпĕ халь икĕ мăшăр атă ватрăм. N. Кашкăр кашкăр хыççĕнех каять, теççĕ, упа упа хыççĕнех утать, теççĕ, пурте хайпăр хăй мăшăр пулать, теççĕ. Сборн. † Мăшăр кайăк чĕппи хăй юлташне çĕтернĕ. Ib. † Мăшăр пăчăр чĕпли ниçта каясса пĕлеймест. Манăн аттепе анне хĕрĕ ниçта каясса пĕлеймест. (Хĕр йĕрри). М. Тув. † Мăшăр-мăшăр хур-кайăк какăлтатса пыраççĕ; мăшăр-мăшăр хĕрпе каччă пăшăлтатса пыраççĕ. Чуратч. Ц. Пирĕнпе пĕрле вылляс мăшри çук, вăл вăя мăшăрлăн анчах вылляççĕ. Регули 1041. Прер мăшăршар (мăшăр) илтĕмĕр. N. Мария пур тĕлĕшрен те упăшкине тан мăшăр пулнă. Шемшер. † Эпир килтĕмĕр мăшăрпа, хамăр килтĕмĕр толтартмăр. К.-Кушки. Эпĕ унта алса çухатрăм мăшăрĕпех. || Супруг(а). N. Эсĕ çумри мăшăр пулсан та, кĕпе ыйтсан, сик тух та, кĕпине пар, тенĕ. Ст. Ганьк. † Мăшăрсăр пурăнма юрамасть, эп тухмăттăм çичĕ юта. Альш. Хĕр тумланат та калат: эсĕ ман мăшăрăм пулмалла, тет. Каша. Çакă кăна ялта матур пур, юрамĕ-ши мана мăшăра. АПП. † Хамăрпа пĕрле ӳснĕ сарă хĕр юраймĕ-ши хама мăшăра. Бел. Гора. † Пĕр пуянăн хĕрĕ эп, ырă хуçанăн кинĕ эп, ырă тиекĕн мăшăрĕ (пуянсен юрринчен). N. Мăшăру твой супруг. Туй. Мăшăрпа ватăлаччен пурăнмалла пултăр. Ст. Ганьк. † Чун çуралса ӳт ӳссе мăшăрсăр пурăнма юрамаст. Йӳç. такăнт. 50. Манăн мăшăрĕ пурне те тĕрĕс каларĕ. N. Хам мăшăра халат тăвăр (сделайте моей жене). Ерк. 79. Мĕн пулчĕ? — Пĕлме çук, мăшăр хушши — услам çу.

мăшкăл

(мы̆шкы̆л), насмешка, издевательство. Кан. Хĕрсем Мурçин мăшкăлне тӳснĕскерсем пулни палăрнă. N. Мăшкăл туса хăтланчĕç. Издевались. N. Унтан тата хĕрарăмсене мăшкăл тăваççĕ, ашшĕ-амăшĕпе упăшки умĕнче юри. || Позор, срам. СТИК. Çавна та тăва пĕлмесен, мăшкăл вара (позор!). Букв. 1904. Эпĕ тытма пĕлместĕп çав, тесе калăрĕ, тет, кашкăрĕ. — Ай, мăшкăл! эпĕ тытма пĕлнине эсĕ епле пĕлмĕн. || Досада, досадно. N. Питĕ мăшкăл! Какая досада! Кан. Тӳсме çук! Мăшкăл! тавăрас! СТИК. Мăшкăл çав, ачу-пăчунтан темĕн курса ларăн (просто беда). Изамб. Т. Ах мăшкăл, çавна тăваймарăм (стыдно мне, что я не сделала). Çаранлăхăм чиперччĕ, тĕнче мăшкăлĕ, таптаççĕ. || Позорный. N. Елле ĕненĕн çав вăрă-хурах пек мăшкăл вилĕмпе вилнĕ çынна? ТХКА 4. Халĕ те çав авалтан, мăшкăл саманаран юлнă чиртен пирĕн куç пуç тӳрленсе çитеймест-ха.

мăшкăлтăк шыв

мăшкăлтăк шывĕ, помои (напр., от мытья посуды). Орау. Чертаг. Мăшкăлтăк шыв, помои. М. В. Шевле. † Мăшкăлтăк шыв, тесе, посма айне ан тăкăр; хора патак, тесе, хоран айне ан хорăр. Йӳç. такăнт. 38. Курман эпĕ санăн мăшкăлтăк шыв сăруна. Орау. Сан мăшкăлтăк шывне çийиччен, выçă пурăнам лучч(ă), апат пулать-и вăл? О сохр. здор. Мăшкăлтăк шывĕсене, çӳп-çапсене тăкса хăвараççĕ. Ib. Тĕрлĕ тислĕк, мăшкăлтак шывĕ, пур ытти япаласем те кӳлле юхса анаççĕ. Сред. Юм. Мăшкăлтăк шывĕ (питсĕм, алсĕм çунă шыва калаççĕ). N. Мăшкăлтăк шу чресси. КС. Мăшкăлтăк шыв, помои. Шибач. Мăшкăлтăк шу. Кармалы. Мăшкăлтăк шывĕ. Пшкрт. Мăшкăлтăк шу. См. мăшкăлтăш.

мĕкĕлтет

рябить, мельтешить, мелькать. Тюрл. Мĕкĕлтетет (в глазах как будто что-то есть, катается.). Сред. Юм. Куçа те çӳп кĕнĕ тем, пĕрехмай мĕкĕлтетет хăй. Ib. Чут мĕкĕлтетет. (Аякран пăртак çиç кôрăнса пырать, тессине калаççĕ). Изамб. Т. Унта такам мĕкĕлтетет (мельтешит, мелькает). Ст. Чек. Пулă вилес патне çитнĕ, кăш-кăна мĕкĕлтетет (движется). N. Алăри ача мĕкĕлтетсе пырать (çавăтса утса пырать; о движении маленького человека). Ала 55. Чупса пырса пăхрăм, пăхрăм эпĕ калах çав шăтăкран, куратăп эпĕ: темĕскер мĕкĕлтетсе кĕлет патнелле пырать. Çутт. 62. Темскер мекĕлтетнине кура тинкеререх пăхрăм та, шапасем иккенне тин уйăрса илтĕмĕр. Сред. Юм. Мĕкĕлтетсе карĕ (ребенок). Пĕчик ачасĕм ӳпеленме хытланкаласа, малалла тем чôл тапаланса та каяймасан, калаççĕ. || Лепетать. Сред. Юм. Мĕкĕлтетет (лепечет, маленький ребенок).

мĕкĕрттер

заставить реветь, рычать. Шел. 166. Эпĕ Упа-Утаман, пур кайăкран хытăрах мĕкĕрттерсе улакан. КС. Вир-ял мăн шăппăрне хытă мĕкĕргтерчĕ.

мĕн

(мэ̆н, мэ̆н’), что? К.-Кушки. Мĕн çисе ларатăр? Что это вы едите? СПВВ. ТА. Мĕн полтăртататăн? (= мĕн кирлĕ мара калаçатăн). Ib. Мĕн сослан = мĕн шавлан. Синерь. Амăшĕ: мĕн пăхса çӳремелле? тесе каларĕ, тет. Мать сказала: чего тут возиться (проверяя хозяйство, т. е. нет надобности проверить его). СТИК. Мĕн кунта шăнса вилес тетнем,— атя пӳрте. Что ты хочешь замерзнуть? Идём в избу. Ib. Мĕн вара эсĕ мана ун хуçĕнчен пăхса тăмалла тăвасшăн-им? (Возражает так уверевно, и с сознанием своего превосходства). Ст. Чек. Мĕн пур-ши унта кайса, мĕн пур-ши, шав унта кайса ларан? Зачем ты туда повалился, что ты там нашел интересного? Ib. Мĕн тупрăн эс унта? Что в нем хорошего? Ib. Мĕн тупрăн вара ку вăйăра? Какой интерес для тебя в этой игре. Альш. Ĕмĕр тăрăшĕнче мĕн тухса мĕн килмес. Орау. Якур пичĕш патне натьăк (натяг) илме каяп, терĕ; натьăк мĕн-ши вăл? Что бы это такое было? (задумываясь о предмете, и этим заставляя другого высказать, что это такое). Ib. Виçĕ эрне мĕн вăл (какая важность три недели), ак ман пек улт-çич уйăх ларса пăх, вара пĕлĕн. Ib. Мĕнтен пит ăслă вара вăл? Чем же он умен-то? В чем же виден его ум? Юрк. Вырăсла кĕнекене вуласан та, чăвашла вăл мĕнне пĕлместĕм. Ib. Пăшал сассине илтсен, салтакĕсем, ытти улпучĕсем пурте кĕсем патне чупса пырса: мĕн пулчĕ те, мĕн пулчĕ, мĕншĕн пăшал петĕр, теççĕ. Сред. Юм. Мĕн калан ĕнтĕ (или: мĕн каласси пôрччĕ ĕçке те...). Очень хорошо бы было, но .. Ib. Мĕн алласа çӳрен тесе, пĕрмай килĕрен килле кайса йăмахласа ларакан çынна калаççĕ. Ib. Мĕн тăвас-ха? (Пырса кĕрекен çынтан çапла ыйтаççĕ). Никит. Кайсан та мĕнех тăвать мана. Что особенного он мне сделает, если я и уйду. Изамб. Т. Усаллăх çинчен мĕн калатăн. Ĕлĕк пирĕн хамăр хушшăмăрта та, тарçă тытсан, ăна сăмсипе çĕр сухалаттарасса çитнĕ. Байг. † Сăрă чечек мĕн паха! Аппапа йысна пит паха. С. Айб. Çын ачисем пире çиеççĕ, хăйсем мĕн курасса пĕлмеççĕ. N. Мĕнтенех (в каком откошении) пит аван вара сан сĕллӳ? Шурăм-п. Эх, Петĕр, кĕçĕр мĕн курман пулĕ эпĕ, итлессӳ килет-и, каласа парам. Собр. † Леш айăккине юр çунă, ку айăккине мĕн пулнă; ах аппаçăм (çавă пур), качча кайма мĕн пулнă. N. Мĕн-пулса кяйĕ ĕнтĕ. Что будет уж. Баран. 120. Ем-ешĕл ешерсе ларакан йывăçĕ (картинное выделение из ряда деревьев) мĕн тăрать! N. Вăл мĕнтен пуйса кайнă (вилнĕ)? Икково. Мĕн пăруларĕ: тына-и, мăкăр-и? В. С. Разум. КЧП. Вĕсем хăйсем мĕн калассине каласа пĕтерсен, пирĕн Педтехникумра вĕренекенсем тапратрĕç калама. Тяптяево. Мĕн хăрамалла, кам пирĕн хыççăн килмелле? Чего нам бояться? Кто вслед за нами придет? (т. е. никто). Орау. Халь татти-сыпписĕр çăват те, унтан пĕр-ик-виç уйăх çăмăр пулмасан мĕн тумалла (как быть тогда). N. Унта мĕнсем сутаççĕ? N. Кĕсем мĕнсем? N. Мĕн калас-ха? N. Мĕн каласшăнччĕ-ха? N. Эсĕ мĕн ыратса выртатăн? Регули. 131. Вăлсен поплени мĕн пор онта. Ib. Мĕн вăлсам вăрманта шыранине эп килте топрăм. Ib. Мĕн шыраманнине топрăм. N. Эс мĕнне çухатрăн тата? N. Мĕнӳпе мухтанмаллăх пур сан. О сохр. здор. Çавăнпа ăна пирĕн пĕлес пулать; çынсем епле тата мĕнтен сивĕрен пăсăлса чирлеççĕ-ши? Ала. Мĕн тусан шыв тухат унта, тенĕ (в безводной стране). ЧС. Çынсем çавăнта пыраканĕ пĕри: ку мĕн те, ку мĕн? тесе, пĕри пĕринчен ыйтаççĕ. Чăв. й. пур. 26. Якку каланă: эпĕ мĕн пĕлекен çын? Бес. чув. 13. Эсĕ мĕн капла? Эпĕ сан çине пĕрре те çилленместĕп. Изамб. Т. † Туйăн илемĕсене, ай, мĕн кӳрет? Мĕн выляни-кулни, çав кӳрет (все, что веселит). Баран. 88. Асту-ха лерелле, мĕн хури курăнать унта? N. Мĕн ача турĕ: ывăл ача-и, хĕр ача-и? N. Мĕн пăру туса пачĕ? Утăм. Мĕн мура ямшăксем тытатăн? || Что (относит.). Сунт. Мĕн пулса мĕн килĕ ĕнтĕ. Тавай çул çине валли укçа тăвас. N. Мĕн пулсан та пулĕ, что будет, то будет. Синерь. Мĕн пулин пулĕ (что будет, то будет), ати хушмарĕ те, кайса пăхас-ха (попробую пойти). СТИК. Мĕн тесе-ха вăл пит час карĕ! Что ему вздумалось уехать так скоро. Ib. Ун пек чухне вара мĕн каласан та хĕрсем кăна калаççĕ кĕвве. СТИК. Мĕн каланă сăмах вырăнлă пултăр. Все, что сказано, пусть возымеет силу. Чебокс. Мĕн пулни пулать, кĕрес терĕм те. Коракыш. Эпĕ тăта мĕн пĕлеп! Я знаю еще одну вещь! Ст. Айб. Мĕн пасарин пасарĕ, шур пушăт йывăççи пасармасть. (Ĕне мăйракисем). ||Соответ. русск.: что бишь. С. Дув. Мĕн çук манăн: ĕнер пуснă такам пур, паян пуснă мĕнĕм пур. || В знач. вопрос. частицы, соответ. русск.: что ли ли. N. † Алăк ум вĕçĕнчи ват хурăн: кăçаллăха ларнă пулсан, пуртă витмĕ терĕр мĕн? N. Вăл вĕренме кĕчĕ-и мĕн? N. Вăл кайрĕ-и мĕн? Вăл кайрĕ-им, кайрим? || Что за, какой. СТИК. Паян мĕн пăраçник? Какой сегодня праздник? (простой вопрос). Ib. Паян мĕн пăраçникĕ! Какой еще сегодня праздник! (отрицание и удивление). Толст. Ку мĕн сасси? Что это за шум? Пшкрт: шоj ҕэ̆рмӓ сиβэ̆ полы̆;— мэ̆н сиппм? (или: мэ̆нӓшкӓл сирβэ?),— нимдӓ сиβэ̆ мар’. Регули. 935. Мĕн ĕç он? Мĕн кон килĕ. Ib. 934. Эс кам конта? Эс мĕн çын конта? Ib. Эп тытрăм полсан, сан мĕн ĕç? N. Кĕсем мĕн япаласем? Это что за вещи? Синерь. Эпĕр сута каятпăр тенĕ? — Мĕн сутне (на какой суд)? тенĕ. Орау. Мĕн мĕнĕ тата? Что еще за „что“. N. Хутаçра пĕр виçĕ тенкĕ укçа пулас пулатьчĕ-ха. — Мĕн виç тенки пур унта? Орау. Мĕн вăййи вăл? Что за игра? Ib. Мĕн вăййи вăл! Пĕрне пĕри кӳп те кӳп тутараççĕ. Качал. Яхуне çырмине çитрĕм те, тăкăнчĕ карĕ: мĕн сăян? — Какуй сăян, пухрăм та çур пăт пулчĕ. N. Мĕн çăнăхĕ? Мука из какого жита? Ст. Чек. Анне, улма пур-и? — Эй, ухмах! Мĕн улми унта тата! Ib. Мĕн сивви; мĕн нумайĕ мĕн кунта (какое...). Ib. Мĕн аван япала пăссăрĕ (= пăсрĕ)! Средн. Алг. Хурану пĕчĕкçĕ пуль? — Мĕн пĕчĕкçине калан, пĕр кӳлĕ шыв çитмест. АПП. Упа, çак кашкăра тыт, тенĕ. Упа каланă: ăна тытма мĕн ĕçĕм пур. Чуратч. Ц. Кирĕк епле чире çаклансан, вăсем шухăшлаççĕ: мĕн турри çиленчĕ-ши? теççĕ. Сунчел. Качаки каланă: ăна çиме мĕн ĕç пур (= мĕне кирлĕ). Сред. Юм. Мĕн хыпар пôр-ха, или: мĕн сас-хôра пôр? Что нового? Ib. Мĕн çынни, мĕн арчи, мĕн кĕнеки. Ib. Эп выллянинче сан мĕн ĕç пор. В том, что я играю, тебе (вам) какое дело. Ст. Янсит. Вĕсене эпĕ акă мĕн ĕçре час-часах пулăшрăм. Янтик. Мĕн япала ку сан? Якейк. † Он çиленме мĕн ĕç пор, он пыççине çыхмаспăр. N. † Ял варĕнчи сăрлă юпи мĕн нушташăн ларать-ши, аттен хĕрĕ-сарă хĕрĕ, мĕн нушташăн çуралнă-ши? П. Пинер. † Алкумĕнчи улма йывăççин улми пулманни мĕн усси. || Как. Çĕнтерчĕ. 54. Ех! мĕн савăнса пурăнмасть çав Якур. Ib. 52. Ах, мĕн савăнса çӳремеççĕ çав ачасем! || Зачем, почему, по какой причине. Çĕнтерчĕ. 19. Мĕн янрашатăр эсир паян? Орау. Мĕн юпа пек тăран, кил кунта. Ib. Мĕн мĕреленсе (= наянланса) пыран, ут хăтăрах. (Идет вяло, тихо). Юрк. Ку укçăсене мĕн хам алăра тытса тăрам. N. Тавăрнса, мĕн апая ятлаçтарса порнас? || Сколько, почем. Бр. п. водку 8. Анчах уншăн сăмаххи сăмаххийĕ мĕн тăрать. Но как он дорого ценит каждое свое слово! (т. е. он не разговорчив). Баран. 226. Мĕн çӳрес пеккине çӳресе пĕтереççĕ те, пусма тăрăх улăхса çӳлелле тухма пуçлаççĕ. N. Эй мăнтарăн Прăски, мĕн салтак усатрĕ. N. Мĕне илтĕн, почем купил. Трхбл. Мĕн сысна чике-чике пĕтерчĕç, мĕн чăхă пуса-пуса çирĕç. Регули 939. Мĕне патăн? — Сома патăм. N. Пасартан килсен, пĕр кӳрши ун патне пырать, тет те: ырашна мĕне (почем) сутрăн? тесе, ыйтат, тет. Юрк. Сирĕн тухйăр кĕмĕллĕ: мĕне тăрат кĕмĕлĕ? Сред. Юм. Мĕн ĕмĕр порнатăн (долго находился, когда как обещался прийти скоро). N. Лашасене мĕн кайнă таран ятăмăр. N. Мĕн сахал тесен те, 500 тенкĕ кирлĕ. Панклеи. Ачан мĕн пырнăçемĕн çол хĕсĕнсех пырать. Чем дальше идет, тем... Н. Лебеж. † Мĕн вăрăм-хывлăшă м, ай, кĕскелчĕ. Бел. Гора. † Мулла мечĕтĕ мĕн çӳл мечĕт. || Весь. Альш. Çапла мĕн ĕмĕрне чăвашран ирттереç, авланма каяç те, кил курма çӳреç (портные). N. Этем мĕн пурăнас кун-çулăн хисепĕ çук. Чхĕйп. Чăвашсен мĕн пĕлнĕ ĕçĕте ак çакă анчах пулнă (вот все то, что они знали. Далее идет пер ечисление того, что они знали или умели). || Иногда переводится сл. каждый. N. Кукша мĕн хупараканне (каждого, который влезал касса пăрахат, тет. Çапла пурне те касса пĕтерчĕ, тет. Панклеи. Хĕр вăрă-хорахсен хĕçсене илсе мĕн кĕрнĕ вăрă-хорах поçне касса тăнă. Чхĕйп. Вара унта ĕçме-çима мĕн пыракан пурте çапла асăннă (поминали). N. Мĕн турттарса пынă ăлава çавăнтах тăкаççĕ те, салагса пĕтĕреççĕ. N. Мĕн пынă çын çавăнтах ĕçлеме тытăнать. Коракыш. Манăн лашасем селĕм пултăрччĕ, эпĕ вара мĕн çул çӳрекенсене ĕçе-ĕçе хăварăтăм. || Иногда употребл, в знач. самый. Альш. † Çак юрăсене юрлама мĕн кĕçĕнтен пуçтарнă ăс кирлĕ. N. Акă кăçал каллах мĕн çуркуннеренпе çумăр çумасть. N. Мĕн пĕчикçĕренех. Сборн. по мед. Мĕн халичченех. N. Якурпа шăллĕ мĕн каç пуличченех ĕçлерĕç. Кубня. † Эпĕр мĕн кĕçĕнтен туспала, пире çын çимесĕр мĕн тутăр. Ал. цв. 20. Вăл мĕн пурăннăçемĕн шурă мăрамăртан тунă пӳлĕме час-час çӳрет, хăй хуçине лайăх сăмахсем калать. || Оказывается. Т. VII. Ах турă, атте! пылпа кулачĕ пит тутлă мĕн. N. Эсĕ пит усал çын-мĕн. Ачач 71. Хăшпĕр юратнă çынсем, тантăшсем пулмасассăн, чăнахах та Тимуш пӳртрех лармалла мĕн. ЧС. Вăл çуртсем çунас та çук мĕн те, насус час килеймен. Сятра. Вăл чоашла лайăх пĕлет мĕн. Толст. Вăл иккĕре анчах пулнă, утма та тин анчах вĕреннĕ мĕн. Утăм. Тăлăха питрех те мĕн асап çынлăха кĕмешкĕн çĕр çинче. Якейк. Çораличчен çоралманни лайăх мĕн. Урмай. Чипер мĕн те, аки мар, хӳри пур та, шăши мар. (Çарăк). N. Иçăм çырли пахчинче çырла пиçсе ларнă мĕн. N. Юман çинчен пĕр çăхан çапла калать мĕн кăна. N. Пирĕн пуçран нуша иртиччен выртаяс мĕн аннен кăкăринче. НАК. Çавна курсассăн, эпĕ леш йытă чăнахах усал пулнă мĕн-ĕç, терем. Увидев это, я подумал, видно, эта собака была на самом деле нечистый дух. N. Шăналăкра сакăр хĕр, саккăрĕш те сарă мĕн, эпĕ илесси хура мĕн. Орау. Паян пасарта хăма йӳн пулнă, тит. Ăна пĕлнĕ пулсан, пасара каяс мĕн паян. Сборн. по мед. Эх, пулать мĕн çын та: хĕп-хĕрлĕ, нар пек, çапçутă сăн-сăпатлă, вырăс пек. Ну и бывают же люди, румяный как „яблоко“, белый как русский. М. Васильев. Лашисене хайхисем çаран çине яраç те, канма выртаç мĕн хăйсем. Н. Лебеж. † Ешĕл хырă çинче чăпар кукă (кукушка) ян ярать-çке мĕн аслă вăрмана, янра юлат мĕн аслă вăрманĕ. Б. Хирлепы. † Атте ывăль пуличчен шăмат кĕпçи пулас мĕн, пĕр хĕр татса çитăр мĕн. Кан. Ку вăрсене (семена) пирĕн те туянмаллаччĕ мĕн. Лашм. † Тăшмансем килессе пĕлнĕ пулсан, хываяс мĕн (кĕпер) çатăркаран, пусмассерен путса антăр мĕн. N. Йăваланса тăрсассăн, ну чавать мĕн тымарне. Изамб. Т. Упаç: масар çине шыв сапас, тет мĕн. || Употребл. для выражения обобщения. См. Оп. иссл. чув. синт. I. Истор. Арçынни-хĕрарăмĕ мĕнĕпех юланутпа çӳреме лайăх вĕреннĕ. N. Ăшăк сухаланă çĕрте вăйлă çăмăр çусассăнах, шăтса тухман тырра çерем мĕннипех юхтарса каять. Латыш. Навусне ачи мĕннипех шăпăр шăтăкне тăкать Никит. Арчă мĕнсене эпĕ сотса ятăм. N. Эй атту мĕнĕ, ахалех тăхăнтăм, çăпата сырас мен. Байгеева. Вăл пасара кайсан мана валли кулачă мĕн яланах илсе килетчĕ. Чăв. й. пур. 9°. Пухура мĕн те çынсем тепле вăрçа пуçласан та, тӳпелеше пуç ласан та, вăл Микка, унта пулсан, çапах чарнă. Регули 162. Çав кĕпе ĕçлени мĕнĕпе (мĕнпеле) виç сом тăрать. НИП. Хурăнташсем мĕнсем. Альш. Çисен мĕн тусан хĕрсем çурçĕр вăхăтнелле килĕсене таврăнаççĕ. Ib. Тепĕр кун пек, мĕн пек иртсен, каллех хулана тырă тиеççĕ. Шурăм-п. Килях малалла ирт, тесси мĕнни пулмарĕ. N. Вĕт çăмар мар, мĕн те мар, хура халăх куççулĕ. Ала 86°. Тепĕрне (сосну) тăпăлтарса кăларчĕ, тет те, тепĕр çур хули мĕнĕпе ывăтса ячĕ, тет. Чăв. й. пур. 16. Çав Пайтукан хăй патне пупсем мĕнсем пырсан, е пĕр-пĕр вырăс мĕн пырсан, хăй туха-туха тарса арăмне: епле те пулин калаçкаласа ăсат, тесе, хуша-хуша хăварнă. N. Эй анне, епле каяс вутă касма: манăн лаша та çук, мĕн те çук. Юрк. Çапла пайтахчен ĕçсен, хăй татах ӳсĕр те пулат, мĕн те пулат (и пьяным бывает и пр.). Ib. Пуян çын хĕрне илес тесен, авă çавăнне илĕпĕр; епле хĕрне курнă мĕн пур-и? Ib. † Пӳртĕмĕрсем шурă, саккăмăрсем сарă, эпир тухса кайсан пушă юлĕ, пушă та юлĕ, мĕн те пулĕ, кĕре-кĕрсем тулли чш (= шăп) пулĕ. Ib. Каласа пăхасси мĕнĕ, эсир тăрăшăр. Что, что вы поговорите — вы постарайтесь (т. е. не ограничивайтесь одними разговорами с кем-то, а действительно постарайтесь). Ib. Мĕнпе тӳрлетесси мĕн, эрехпех тӳрлететĕп, тет. Сам. 60. Пĕтрĕм эп те... пурнăç путрĕ, уяхран мĕн ӳк те вил!.. Орау. Лаша пăхма мĕн кайсан, йĕвенне ан çухат; тен кунта хăваратни. Ib. Вăл пĕр вăтăр пиллĕке мĕнелле çитнĕ пулĕ ĕнтĕ. Байгеево. Вăл пасара кайсан мана валли кулачă мĕн яланах илсе килетчĕ. Никит. Чăнахах ĕнтĕ морĕ (мор) килес мĕн пулсан нăмайĕшĕн выльăхсене вĕлерсе тухса кать-çке (= каять-çке). Ib. Сборн. по мед. Ялта урама пӳрт çумне мĕне, урам варрине юпа çумне мĕне. Сред. Юм. Канлĕ вăхăт таврашнелле мĕнелле килсе çапăн эс кôнталла (наведайся). Сам. 30. Этем çке мĕн эп те! терĕ вăл хăйне. N. Мĕн тăвасси мĕнĕ (что делать-то мне), акă? вĕрен явса çак пĕтĕм кӳле çакса вĕретес тесе калатăп. N. Вăл хăйăр тĕмисем çинче курăк мĕн нимĕн те ӳсмест пулĕ çав, терĕм эпĕ. Мĕн курăк ӳсессине калатăн (т. е. какой тут расти траве, ничего не растет).

мĕнле

(мэ̆нлэ), какой; что за. N. Кĕсем мĕнле япаласем? N. Ку мĕнле япаласам? Регули 937. Эс мĕнле çын конта? Эп тарçă контине пурмис (бурмистр). Янтик. Кăтат-пăртик укçа памăн-ши эс мана? — Мĕн пулĕ-ха (мĕнле пулĕ-ха, если придется дать спустя некоторое время; или: тем тăвас вара, если денег просят тут же. Есть надежда на получение). Альш. Ирхине çьшсем тăраççĕ те:. мĕнле йывăр шăршă тухат, теççĕ. N. Эй тăвансем, кама мĕнлипе чĕнсе илнĕ, çын умĕнче пурте çаплипех юлăр. СТИК. Мĕнлескер çав хапха умне пырса тăчĕ? (Означает всякого смертного; этот вопрос понимается в смысле: торговец ли, собиратель-ли подати, шапулник-ли). Орау. Мĕнле аптăранă вăл (какой болезнью)? || Как, каким образом. Сред. Юм. Нô, мĕнле тăвăпăр вара. Ну так, как же сделаем. Иванова. Хай аннерен ыйтаттăм: мĕнле эпĕ киле таврăннă? Шкултаччĕ-çке эпĕ? теттĕм. Янтик. Мĕнле ку капла! Пит лайăх пек-и мĕн çапла туни? Намăса пĕлес пулать пăртик. СТИК. Мĕнле пырса кĕрес ĕнтĕ унта (стехнение). Ib. Мĕнле пырса кĕрĕ-ши ĕнтĕ хăй унта (если „хайхи“ — раздражение с теми, к которым предполагается он пойдет). Ib. Мĕнле-ха вăл унпа çапăçса кайнă — тĕлĕнмелле! Удивительно, как это он с ним раздрался (человек был смирный, не пьющий). Б. Нигыши. Урисем каланă: мĕнле те пулсан тарса хăтăлас, тесе, чупрăм, тенĕ. || N. Всякий, какой-угодно. Тĕнчере мĕнле халăх та хăйсенчен тăван чĕлхине тĕппипе пĕлмелле. Баран. 59. Мĕнле усал çанталăкра та хуралла кайнă (ходил).

мĕнлĕх

причина, повод. N. Çав уяса виçĕ çын яма ыйтнă: унти халăх мĕнлĕхрен пăлханнине пĕлмешкĕн, тесе (в 1906 г.). N. Эпĕ ку çырăва пуçланă чухне хресчен пурăнăçĕ мĕнлĕхрен начарри çинчен каласшăн марччĕ (в 1906 г.). N. Хресченсене çĕнĕ çĕре куçарсан мĕнлĕхрен çăмăллăх кĕтес пулать (в 1906 г.).

мĕнскерлескер

что за человек, неизвестный. ЧС. Эпĕ, ку мĕнскерлескер-ши? тесе шухăшласа пыратăп.

мĕншĕн

(-жэ̆н), для чего, зачем, почему. Регули 788. Эп мĕншĕн (мĕн ĕçре) çиленетĕп, вăл та çавăншăн (çав ĕçре) çиленет. Ib. 815. Вăл мĕншĕн порнать, эп те çавăншăн порнатăп. N. Мĕншĕн апла? тетĕп эпĕ.— Мĕшĕнĕ мĕнĕ, пит савăнмалла япалах та мар-ха вăл. N. Вăл мĕншĕнни курăнсах тăрать. Калашн 20. Мĕншĕнне-мĕнне калас çук сана.

мĕскер

то же, что мĕнскер, что (кто). N. Вăл пире мĕскер? Кто он нам? (т. е. никто). Хăр. Паль,. II. Мĕскер сутье вĕсем. Регули 936. Мĕскер полчĕ? мĕн полчĕ? Ib. 661. Мĕскер тытакан кайăк килнĕ. Ib. 660. Мĕскер тăвакан пор онта. N. Мĕскер тăваççĕ-ши вăсам унта (с неудовольствием). Тип-Сир. Ăçта каятăн Фомка тус?...— Мĕскер ăçта каясси! Така çухалнăччĕ те, ăна шыратăп... Панклеи. Патшапа мар-и (жена царя): мĕскер чĕлĕмĕ сана (какую еще трубку!), халь çактарапăр, теççĕ. Янш.-Норв. Эпĕ: ку мĕскер-ши, тесе пĕтĕмпех тĕлĕнсе кайрăм. N. Çын петĕнчен сăра ĕçсе тохнă чох: чăрмав турăмăр, тиç. Хирĕç калаç: мĕскер чăрмавĕ, хамăр та час-часах кĕрсе тохатпăр. М. Васильев № З, 34. Мескер тăвас-ха, Есрел? Аван пĕтри сан ĕçӳ? Чем люди живы. Мĕскер мĕнĕ, улпута атă кирлĕ мар, вилсе карĕ, тет.

мĕтĕç

(мэ̆дэ̆с’), бабка, козон. V. S. Арзад. 1908, 44. Эпĕ 18 мĕтĕçе З ачана пĕр пек уйăрса патăм. Кашни ачана миçе мĕтĕç лекнĕ?

мĕшĕн

(мэ̆жэ̆н’, мĕн+шĕн), зачем, для чего. N. Тилĕ калат: эпĕ мĕшĕн килтĕм: пирĕн ялта пĕр пуян ача пур, вăл авланасшăн, çавна валли хĕр курма килтĕм те, эсĕ памăн çав, тет, патшана. Халапсем 31. Мĕшĕн апла? — Мĕшĕн мĕнĕ, миçе уйăх килтĕм, тата темиçе уйăх утмалла. См. мĕншĕн.

мĕшĕн тесен

так как, потому что. N. Эпĕ сана: вилнĕ, тесе, пит хăрарăм, мĕшĕн тесен пĕрле пыраттăмăр, унтан эсĕ курăнмарăн.

юри

йори, (jуриы), нарочно, нарочито. Синьял. † Шурă кăçат тăхăнтăм, юри таптаса хуратрĕç; яштак пĕвĕм ӳстертĕм, юри сăмах кăларчĕç. Юрк. Эпĕ ăна юри хам çумма кăсьене илмерĕм. Н. Тим. † Юри карăм пасара, çичĕ пуслăх йĕп илме. Тогаево. † Юри килтĕмĕр юрлама, ӳлĕм килĕпĕр пуплеме. Макка. 24°. † Юри каласа, атă çĕлетрĕм, уяв кунĕ тăхăнса çӳрес пек. Регули. Вăл йори мана çапрĕ. Изамб. Т. Юри пĕлсе тийĕн (как будто зная), эпир иксĕмĕр те кĕççатă, кĕрĕк тăхăнса тухрăмăр. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 27. Çак асăннă чĕрĕ чунсен тирĕ тĕсĕсем пурин те, юри тунă пек, çавăнти тăпра тĕслĕ шупка-сарă. Ст. Чек. Юри-ятне = ятарласа. ||Не серьезно, в шутку. Эп-ăна юри çыртăм. 1. Я написал это нарочито (consulto). 2. Я написал это в шутку. Ib. Вăл юри каланă. 1. Он сказал нарочито (consulto). 2. Он сказал в шутку, не серьезно. Килд. Юри-кăна хăтланат. Только так делает.

юс

лишиться; отбиться; обмануться; ошибиться. Изамб. Т. Çапла эпĕ лашасенчен чут юсаттăм (чуть не лишился). Ст. Шаймурз. Ырă ут таканмасăр пулмасть, ырă çын юсмасăр пулмасть. (Послов.). Хурамал. Чирлĕ çын чĕлхипе калаçаймасан: чĕлхерен юсрĕ, теççĕ. Ib. Хăйĕн лашине сутсассăн, урăх лаши пулмасан, калать: ĕнтĕ лашаран та юсрăм, мĕн тăвас ĕнтĕ! тет. Ст. Чек. Вĕсен вылăхĕсем юснă (не ходят к ним, отбились от дома). Ib. Ырă çын юсмасăр пулмас (по объяснению П. К. Токмакова ― без ссоры). Ч. П. Пусӓп, юсмăн, тесе, ан кала, юстараççĕ уллах çĕрсенче. Ст. Чек. Юснă = улталаннă. Ib. Юснă – майлă вăхăта хăтарса яртарнă (упустил), улталаннă. Ib. Ку лашана илсĕ юсрăм (обманулся). Ib. Авланса юсрăм, Çипире кайса килмелле-ччĕ. Стюх. Юсас, обмишулиться, дать маху. Альш. Юсми-юлми пил пар (иначе: писми-юлми пил пар). Дай нам правильное, верное, точное понимание вещей. Ильк. Юсать (чĕлхерен юсать). У него отнимается язык, или смешивается язык.

юхха

(jухха). См. аштаха. Хурамал. Юхха çĕлентен пулнă япала, теççĕ. Çĕлен, çĕр çула çитсессĕн, мĕн пулас тесен те, пулать, теççĕ; этем пулсан та, пулать, теççĕ. Этеме улталать, теççĕ. Ун çинчен çапла халлап пек калаççĕ. Пĕр патшанăн сунарçă ывăлĕ пулнă, тет. Вăл пĕрре хирте сунарта çӳренĕ чух, пĕр вăрманта пит илемлĕ хĕр тĕл пулнă, тет. Вăл хĕр çав ачана каланă, тет: эсĕ мана качча илетни? эп сана качча пырап тенĕ, тет. Ача каланă, тет: илеп, тенĕ. Вара вăсем, килне тавăрăнса, туй тунă. Туй тусан, кайран, çав ача пит начарланнă, тет. Вара вăл юмăçа кайнă, тет, пĕр вăпăрлă карчăк патне. Вăл карчăк каланă: эсĕ илнĕ хĕр лайăх хĕр мар пулĕ, эсĕ ăна сăнаса пăх: тăварлă апат çитерĕр те, каç выртнă чух пӳрте шыв ан лартăр. Каç вара, выртнă чух, ху сăнаса вырт вăл мĕн тунине. Вăл ача вара, килне кайса, карчăк каланă пек тунă: тăварлă апат çитернĕ те, пӳрте шыв хăварман. Каç выртсассăн, вăл хĕрĕн ӳчĕ вырăн çинчех выртнă, çăварĕнчен вут пек чăсăлса тухса пӳртре шыв шырарĕ, тет. Пӳртре шыв пулманран, чӳречерен вут пек чăсăлса тухса, çырмана кайса, шыв ĕçсе килчĕ, тет. Ачи вара, ирхине тăрсан, хай карчăк патне каллех кайрĕ, тет. Карчăк каларĕ, тет: апла пулсан, вăл сана пĕтерĕ, эсĕ ху малтан ăна пĕтерме тăрăш. Ăна эс ак çапла ту: пĕр çĕре пит пысăк çурт тутар, ун тавралла тип вутă купалаттар; унта вара эсĕ унпа пĕрле хăнана кай. Хăнана кайсан, ăна, мĕнле-те-пулин (пулсан) пӳрте пĕччен хăварса, питĕрсе ил. Унтан вара çурт таврашĕнчи вутта вут тĕртсе çурчĕпех çунтарса яр. Çав ача вара карчăк каланă пек тунă, çав çурта хăнана кайнă. Тавăрнма тухнă чух çав ача хăйĕн пушмакне пӳрте хăварнă; тет. Тухса урапи çине ларсан, ача каларĕ тет: манăн пĕр пушмак юлнă-çке; эсĕ кĕрсе илсе тух-ха, тенĕ. Арăмĕ каланă: эсĕ ху кĕрсе илсе - тух, эпĕ кĕместĕп, тенĕ. Ачи каланă: эсĕ манăн арăм пулсан, çавна та итлеместĕн-им? тенĕ. Арăмĕ вара чупса кĕчĕ, тет, пӳрте пушмак илме. Алăк умăнчи хуралçисем, вăл кĕрсенех, пӳрт алăксене питĕрсе илчĕç, тет те, пӳрт таврашĕнчи вутта вут тĕртсе ячĕç, тет. Вара леш хĕр пӳртре, пĕр енчен пĕр енне пыра-пыра, кĕрĕслетсе çапăнса çӳрет, тет. Вара пӳрчĕ-мĕнĕпе çавăнта çунтарса ячĕç, тет. Вăл ача вара кайран пăсăлнă, тет.

йăвалан

кататься (напр по земле), валяться; катиться. N. † Çатан урлă сикрĕм-каçрăм ― атă тăхăнтăм; йăвалантăм-кайрăм (покатился) ― халат тăхăнтăм; алăпа хыпаласа пăхрăм — пурнелĕ перчетке тăхăнтăм. Ч. С. Пĕрре пирĕн çав лаша пĕр кун кунĕпех ним те çимерĕ, ялан йăваланса, урипе çĕре чавса выртрĕ (все валялась и била ногами землю). Ib. Пуринчен ытла амăшĕ: йăваланса (катаясь), уласа, выльăх пек кăшкăрса (=уласа), темĕскерсем кала-кала йĕрет. N. † Леш аяккинчи пĕрене йăваланат йĕпене: ку аяккинчи пĕрене йăваланат уяра. Собр. 22°. Йăтă йăвалансан, тăман тухат, теççĕ. Альш. Йытă йăвалансан, тăман çăват, тет. Чув. прим. о пог. 223. Тиха пит йăвалансан (выллясан), йĕпе пулать. Если жеребенок очень много валяется (играет) — к дождю. N. Лаша ура йăрисем (= йĕррисем), вăл йăваланнисем лайăхах курăнса выртаççĕ. Орау. Пĕренесене шыв илнĕ, шывра йăваланса çӳреççĕ. Бревна залило водою; они валяются в воде (так говорят о круглых предметах). Сред. Юм. Йăваланса йĕрет. Плачет в отчаянии (катаясь по земле). Çутталла. 68 Чĕрĕп çурăмĕ çине выртать те, тек типĕ çулçăсем çинче йăваланса çӳрет. Çулçăсем йĕпписем çине тăрăнса тулаççĕ. Чуратч. Улăхса çите пуçланăччĕ, çак ачан хальхи (= хайхи) кăкшăмĕ йăваланса шывах анса карĕ (скатился). Капк. 1928, № 18. Те лупас айĕнчи тин туса хунă чĕрĕ кирпĕçсем çинче йăваланнипе айăпа кĕнĕ. N. Çак çынсем ан паллаччăр, тесе, пĕре йăваланчĕ те, вăкăр пулса тăчĕ (обратился в быка), тет. Эльбарус. Эпĕ çав çырманалла хыттăн ĕнесене хăваласа чопса аннă чохне, чăнкă пиркипе, чикеленсе, йăваланса, çохăрса анчах çырма тĕпнелле анса карăм. Ib. Пĕр шĕвĕр патак тĕл полса, таçтан шăтарса пăрахать поль, тесе анчах йăваланса анатăп. Я скатываюсь, а сам всё боюсь, как бы не наткнуться на какую-нибудь острую палку. Б. Яныши. Ним тума пĕлмесĕр, салтак, хĕресне хуçса, пăшал ăшне ярса, пăшалне пере панă, тет; ĕни йăваланса кайнă (покатилась), тет. Чаганар. Çав сехетрех лаша каял(л)а тапса ячĕ те, çавăнтах кашкăр йăваланса карĕ, тет. || Копошиться. Пытьă (= пыйтă) хорт пак йăваланать, тит. || Шурăм-п. № 23. Вырăсĕ тахçанах иртсе кайнă, эпир тин йăваланса тухатпăр(как бы «выползаем»).

йăван

валиться, вальнуться, повалиться, перевалиться, свалиться; перевернуться. НАК. Эпĕ: ку кăвакал ырăскер мар, усал пулĕ, тесе, пăшала мыйри хĕреспеле авăрласа, петĕм те, хайхискер месерле йăванчĕ-кайрĕ (перевернулась). В. Ив. Касăсем (борозды) пурте, ӳпне çавăрăнса, умĕнхи касă лупашкине йăванса пымалла. Чем люди живы. Вăл чăпта пек йăваннă-кайнă. Он свалился как куль. N. Чĕп йăванчĕ-карĕ. Чупса пытăм — чĕпĕ вилнĕ-кайнă. Никит. Урапи тӳрем çĕртех йăванса кайрĕ. Телега перевернулась на ровном месте. Альш. † Пĕчĕккĕ пукан, йĕс пукан, йăванмĕ-ши (не повалится ли) урам тăршшĕне? Орау. Ачипчипе пурсăмăр та пĕр вырăн çинех йăванаппăр (о спанье). V. S. Çилпе йăваннă вăрман, поваленный ветром лес. Якейк. † Майра сăнь пек пирн варли-ч; эпĕр тохса кайнă чох, пăхса тăрса йолĕ-ши, выртса йăванса йолĕ-ши? Наша милая была лицом как русская. Когда мы будем уезжать, то будет ли она смотреть нам в след, или она повалится (с горя) на землю? Юрк. Салтаке, мĕскĕн, йăванат-каят (валится). СТИК. Ăрамра пĕренесем йăванса-кăна выртаççĕ! Бревна лежат на улице в симметричном порядке. (Частичка «кăна» придает здесь выражению оттенок восхищения). || Завалиться. Орау. Кайса, йăванас пуль: ăйăх килет. Пойти завалиться: хочется спать. || Вываляться. Абыз. Первей тикĕт çине кĕрсе йăванчĕ, тит (вывалялся в дегте). || О повалившемся кустарнике. Альш. Ун пек шывлă-шурлă çĕрсенче хăва выртать вара йăванса (лежит повалом). || Переваливаться. Бгтр. † Выртан каскă йăванса юлчĕ. Лежачий кряж перевалился. Ib. Мăн çул çинче упа йăванса пырать. (Çил-арман). || Катиться. Упа 678. † Эпир сирĕн патра килтĕмĕр, шурă çăмарта пек йăванса. || Валить валом. Якейк. Айтăрах! ăрамра шу йăванать! Вода так и валит (течет сильно) по всей улице! Сала 282. † Хура шыв юхать йăванса, хумăшпа хăях хушшинчен. N. Тинĕс хумханнипе тем пăсăкăш шыв хумĕсем тинĕс уттисем çинелле йăванса пынă та, вĕсем çинчи ялсене, хуласене нуммайĕшне хăйсемпе пĕрле тинĕсе, юхтарса кайнă. Сред. Юм. Çырмара çăмăр хыççăн шыв йăванать анчах (вода сильно течет). || О густом хлебе, который валится, стоя на корню. Сред. Юм. Кăçал тыр лапрах вырăнсĕнче йăванса пôлнă. Нынче хлеб на низменных местах даже лежал (хорошо уродился) || Ошибка, вм. явăнса? Н. Карм. † Хĕвелсемех тухать хĕрелсе, улма-йăвăçсене йăванса; пĕр тавранмасассăн, пĕр таврăнăп, хам çуралнă çĕр-шыва çаврăнса.

йăвăрăш

тяжесть, вес. БАБ. Тĕнĕлĕн пĕр пуçне эпĕ ларăп, тепер пуçне ман йăвăрăш (тяжесть, равную мне) çăнăх çакăр. N. Пуçран пысăк, хур-шăмми йăвăрăшĕ çук. (Хăмпă). Больше головы, а весом легче гусиного пера. (Пузырь).

йăвăрлан

отяжелеть, стать тяжелым. Орау. Эпĕ те тем йăвăрланса карăм. И я что-то почувствовал тяжесть (хочется полежать). Ib. Пуç (моя) чăнах та (чăнахах та) ыратать-ши, ай ахаль йăвăрланса çӳрет-ши? (у меня). N. Çумăра сиссе, çынсем йăвăрланса çывăраççĕ. Перед дождем люди спят тяжелым сном. Шугур. Пурăнсан-пурăнсан, ман пурăнăç татах йăвăрлана пуçларĕ (жить стало труднее).

йăвăç улми

яблоко. N. Çаран çине капан лартсан, (после сенокоса), йăвăç улми çиме юрать, теççĕ. Чаду-к. Пĕрре эпĕ хамăр çумри Тимофейсен пахчине йăвăç улми вăрлама кайрăм. Однажды я залез в сад к нашему соседу Тимофею воровать яблоки.

йăкăлтаттар

понуд. ф. от гл. йăкăлтат. || Бежать плавно, без толчков (как иноходец). В след. тексте это слово, повидимому, является опиской; см. йăнкăлтаттар «звонить». Тогач. Час кил, иксĕмĕр пытанмалла выляр. Эпĕ сана кĕмĕл шăнкăрав парам; эсĕ йăкăлтаттарса чуп, эпĕ сана тытакан пулăп, тенĕ (медведь).

йăкăшт

подр. отрывистому скользящему движению. В. Олг. jы̆гы̆шт шохса к¬ар'ы̆ (тайно). Орау. Пĕр майра ман çумма пырса ларчĕ те, эпĕ йăкăшт тенкелин тепĕр пуçнерех сиксе лартăм. Вăл тата ман çуммарах ларать; эпĕ татах пуçнерех йăкăшт (быстро) сиксе ларатăп. Чуратч. Иăкăшт-йăкăшт шумашкăн хăми тикĕс пулин-ччĕ. Абыз. Йăван йăкăшт-йăкăшт шуса анать, тит (с лопаты).

йăла

(jőла, jы̆ла), обычай, обряд. Ч.П. Эпĕ кăларнă йăла мар, авалтан каланă сăмахсем. Не мною придуманный обычай, а старинные слова (речи). N. Чăвашăн кĕл-тăвакан йăли. Обряд моления чуваш. Истор. Ун чухне йăла çапла пулнă. В то время был такой обычай. С. Çĕнĕрен йăла кăлар. Завести новый обычай. Латыш. Ку чăваш йăлине авалхи тĕне кĕмен карчăксем анчах пĕлнĕ. Этот чувашский обычай знали только древние некрещеные старухи. Ч.С. Ваттисем ку йăлана ахаль кăларман: чир-чăр кайтăр, тесе, туртса кăларнă. Т. Ачасем çăмарта пухас йăла çинчен. Об обычае детей собирать яйца. Пазух. Акса пулман урпана лартса тума йăла çук (нет обычая сажать ячмень). || Привычка. Сред. Юм. Мĕн йăла ô сан? Какая это у тебя привычка? Изамб. Т. Манăн темле йăла: пăртак ĕççен, ăйăх килмест! Что за привычка у меня ― как немного выпью, так и лишусь сна! Орау. Кулас йăлипе вара вăл. Это он по привычке смеяться. Учите детей. Пĕчĕккĕлле вĕреннĕ йăлана та нимĕнпе те пăрахма çук. И привычку, усвоенную с детства, трудно бросить. Тюрл. Ача-пăча йăлине пăрах. Оставь детские забавы и пр. || Дурной нрав (характер, свойство); норов. Сред. Юм. Кô лашан йăли полмалла (= чăкăмăçлать полмалла). Кубня. † Лупашкара мукка пур, темĕскерле çырла пур; вăйя тухман хĕрĕсен темĕскерле йăли пур. (Вăйă юрри). СТИК. Ку лаша тем чăрманма пăхат няк; йăли çук-и ун? Лошадь что-то не идет; не упряма ли (не с норовом ли) она? N. Йăласăр лаша, лошадь без какого-либо дурного свойства. || Характер. Юрк. Чăваш çыннийĕн йăли çапла ĕнтĕ: кирек хăçан та çын умĕнче намăслă пуласшăн пулмасăр, ырă ятлă пулма тăрăшат. КС. Усал йăлалă. С дурным характером или обычаем. || «Проформа». Юрк. Çуланни йăли мĕнĕ те пулмарĕ. Намаслить не намаслила. Ib. Йăлишĕн анчах вĕренеççĕ. Учатся только для формы. Альш. Хĕр ăхаль-кăна, «йăлишĕн» хирĕнсе тăрать (упрямится). Юрк. Хĕл кунĕ, сивĕ çил; мунчи пăлтăрĕ алăкĕсем йăли-кăна; ăçтан кирлĕ унтан сивĕ çил вĕрет.

йăлăнтар

понуд.ф. от. гл. йăлăн. Цив. † Йĕс хапха витĕр йăлăнтарăпăр. || Капризничать, обижаться попусту. Ст. Чек. Йăлăнтарчĕ пулĕ ĕнтĕ, пĕчĕкçĕ ача пек (о капризном госте, которого надо упрашивать выпить, и пр.). Юрк. † Хĕр-арăмăн йăлăнтарни ар умĕнче килĕшет. Сала 187. Малтан: улăхтар, тесе, аптăратрăн, халĕ тата йăлăнтарса, выртатăн (раскапризничалась). Хурамал. Çынна пĕрер çĕре чĕнсессĕн, пымасан: айта ĕнтĕ, ан йăлăнтар! теççĕ. (В Тюрлеме — ан тилмĕрт). Б. Эпĕ, кулача илмесĕр, йăлăнтарса, пĕр кĕтессе кайса лартăм. Тимер. † Юман хапха тĕпĕнче йăлăнтармăпăр ютсене; хырă кĕлет умĕнче хурлантармăпăр йыснана. В. Олг. Шаймурз. † Кĕмĕл çĕррĕмĕр те пур, ылттăн çĕррĕмĕр те пур; савап, тесе, ан йăлăнтар, савакансем тата пур.

йăлтăр

(jы̆лды̆р), подр. яркому блеску. См. МКП. 11,57. Полтава. Вăйна сулса янипе пуртă йăлтăр курăнчĕ. Турх. Йăлтăр-йăлтăр çуркунне çитрĕ. Ст. Чек. † Йăлтăр-йăлтăр вут çути: мунча тăррине вут хыпнă. Ах йинкеçĕм, ах Маттюк! сăмса тăррине пăх хытнă! Тюрл. Хĕвел çинче йăлтăр-йăлтăр (или: йăлтăр-ялтăр) корăнса выртать. Ст. Чек. Эпĕ чукунккăпа пынă чух, йывăçсем хӳшшинче йăлтăр-йăлтăр туса çунакан вут çутисем юлчĕç. Чăв. юм. 1919, 24. Шап-шурă юр йăлтăр-йăлтăр, курăнать. Сала 83. † Йăлтăр тĕслĕ шăрçана çипе тирни мĕн илем. Кам. 1927, № 237. Куç йăлтăр-р-р... курса кайре. Глаз сразу стал ясно видеть предметы. Ч.П. Йăлтăр-йăлтăр (блестящие) хура куç. В. Буян. † Кăмакара кушак пур, йăлтăр-йăлтăр куçĕ пур. Юрк. † Йăлтăр-йăлтăр ясар куç алăкăн-тĕпелĕн пусмасăр (вар. пăхмасăр. Ч.П.) пултарĕсене (младшим деверьям) юраман. С. Йăлтăр — подр. 1) колебанию света, 2) колебанию пластинки. Вирьял. † Хусан çулĕ хура çул, икĕ айккипе сăрлă юпа; йăлтăр хĕвел пăхрĕ те, юпа тăрăх сăрĕ юхрĕ. Якейк. † Йăлтăр корнан (блестящих, красивых) хĕрсеме йăлтах утса ятăмăр (вар. парса ятăмăр ― совсем отдали). || Подр. быстрому умелькновению. Сред. Юм. Кĕçĕн ачи: чипер пôрнăр; терĕ, тет те, йăлтăр! турĕ, тет те, çавăнтах куçран çĕтрĕ (исчез), тет. (Сказка).

йăлттари

лотерея. N. Эп хам сехете йăлттари ятăм (разыграл). СТИК. Эпĕ хам чассие йăлттари ятăм. Я разыграл свои часы. Ib. Атьăр йăлттари выляма! Йăлттари вылянă чухне темиçе шăпа (билет) тăваççĕ; иногда один билет приобретают двое, тогда говорят: «иккĕн пĕр пая кĕнĕ». Берут две шапки: в одной — номера, в другой пустые билеты и один с назв. вещи.

йăлттă-ялттă

(jы̆лтты̆-jалтты̆), подр. менее живым прыжкам, чем йăлтти-ялтти. Альш. Эпĕ такки йăлттă-ялттă сиккелесе çӳрĕп, вара эсĕ: акă манăн ача, те.

йăмăк

(jы̆мы̆к, jŏмŏк), младшая сестра. Тоганаш., И. У., Хорачка и др. Вомбу-к. Йăмăк (тăван кĕçĕн хĕрĕ). Тимер. † Пĕрле-ӳснĕ йăмăка уйăрчĕçĕ хамăртан. (Свад. п.). || Обращение к девушкам. Панклеи. † Ай акисем, йăмăксам. Эпĕр киле каяппăр: ларас-пырас теттĕр полĕ, пирн та (т¬а) килте арăм пор etc... Сред. Юм. Йăмăк; так называют незнакомых девушек все взрослые мужчины. N. † Йăмăкçăм! йăмăкçăм! Аçу-аннӳ пур-и сан? Кайма (замуж) вăхăт çитни сан? Эсĕ мана пĕлетне? мана ĕмĕт тăватна? Эпĕ сана пĕлетĕп, пĕрле пурăнар, тиетĕп. (Говорит парень).

йăмпăл-ямпăл

подр. болтающемуся предмету. Янтик. Хутаççине ма çыхмас-ши хуть пиçикипе? Епле ĕнтĕ йăмпăл-ямпăл туса пырать хутаççи! Непоседа, егоза. СТИК. Йăмпăл-ямпăл япала (говорят неусидчивым, живым, как рыба, девушкам). || Долговязый. Сред. Юм. Йăмпăл-ямпăл, долговязый. Ib. Паян эпĕ йăмпăл-ямпăл çын куртăм.

йăпан

(jы̆бан), утешаться, забавляться, развлекаться. СТИК. Йăпанас ― разгуляться; стряхнуть скуку, однообразие. Ib. Çавăнта кайcа, кăшт йăпанас пуль-ха. Альш. Ĕлĕк пĕр старикпе пĕр карчăк пурăннă: вĕсен пĕр ача, та пулман. Старикĕ арăмне калат: карчăк, тăмран кĕлетке тăвар та, çавăнпа йăпанаппăр, тет. Н. Карм. † Пире турă чĕлхе мĕншĕн панă? ― Пĕр-пĕринпе калаçса йăпанма. Баран. 163. Кăркăс халăхĕ тискер кайăксем, вĕçен-кайăксем тытма çӳресе йăпанма юратать. Толст. Е алă ĕç туса йăпанса ларнă. Юрк. Çапла эпĕ хĕле (зиму) епле-те-пулин (кое-как) йăпанса ирттертĕм. Кĕвĕсем. Эсир йăпатнипе йăпанас çук, манăн шухăш кайрĕ аяккалла. СПВВ. ВА. Йăпанас ― киле кӳрсе йăпаччен. Букв. 1904. Хăнисем ĕçсе-çисе, выляса-кулса, йăпанса лараççĕ. Орау. Йăпанса ларать. Развлекает себя от скуки. Мешкать. Альш. Курсан, чĕнмесен, аван мар; чĕнсен, тек йăпанасси, тет.

йăпат

(jы̆бат), понуд. ф. от гл. йăпан, утешать, успокаивать, уговаривать, развлекать, ласкать, обманывать. ЧС. Мана хай йăпата-йăпата чарчĕç (от плача) те, анне патнерех пырса пăхрăм. Ib. Эпир аннепе макăрса вилетпĕр анчах. Çынсем пире йăпатаччĕç (утешали). Собр. Йалан çын йăпатнипе пурăнаймăн, теççĕ. (Послов.). Чăв. й. пур. 32°. Çынна йăпатма-илĕртме пит ăста пулнă, епле-те пулин çынна йăпатса, унтан эрех эçнĕ. N. † Хăйсем чĕлхисемпе йăпатăççĕ: ăсататпăр, тесе, каламаççĕ. Бюрг. † Ах, йăмăкçăм (ячĕ)! çынсемех йăпатĕç: ют çынна кайрĕ, тесе; йăпатса ыйтсан та, ан кала: юта кайрĕ, тиесе: манăн çамрăк пуçаях хĕн килĕ. Б. Бур. † Мĕшĕн вăйя тухмастăр, чунăрсене йăпатма. Альш. Аранçĕ кĕтме хушать-и, япала çук, тет-и, е мĕнпе-те-пулсан йăпатса ярать-и. Б. Акса. Выç хырăма йăпатма эпĕ пĕр çарăк çирĕм. Чтобы успокоить голодное брюхо, я съел одну репу. Альш. † Ĕнтĕ ăсататăр, йăпататăр, каяс та çулсем вăрăм, кун кĕске. Янтик. Йăпат ачана, Марье! Успокой (утешь), Марья, ребенка! Улещать. N. † Кĕримĕски çĕлĕкне чалăш лартса, кама ăсатрăн çурăн çĕрĕнче? (в весеннюю ночь; вероятно, здесь ошибка вм. çĕрĕн çурринче, т. е. в полночь?). Кăмăлăр савса, пил туртса, йăпатас мар çемçе чĕлхепе. Кого это ты проводил в весеннюю ночь, надев набекрень свою крымскую шапку? Если ты действительно любишь и у тебя лежит ко мне сердце, то не надо бы тебе утешать меня своим нежным языком. СПВВ. Йăпатма — илĕртме. || Отвлекать (от дела). Ст. Чек. Çак вара килсен, тек сăмахĕпе йăпатса тăрат (отвлекает от работы). См. Золотн. 213. Обманом заставлять терять дорогое время. || Гладить (лаская). КС. Хĕн-хур. Улпут вара, Ануша пуçĕнчен йăпатса (погладив по голове), каланă. || Удерживать. Хурамал. † Каяс çулсем вăрăм, кунсем кĕске, ан йăпатăр (не удерживайте) çемçе чĕлхĕрпе.

йăпăрт

(jы̆бы̆рт), подр. моментальному действию. Яргейк. † Ах, аки Утатти, арчи тавра вăрт çаврăнат, икĕ а(л)лине шурт çапат, пуçне йăпăрт хыççа илет (Свад. Песня). Малт. шк. вĕр фиç. 122. Хĕлĕхе пăта çумне нумайтарах пусса тăрсан, вăрăм лини, йăпăрт пусса илсен, пăнчă туртать. Ib. 124. Тимĕр листа пит йăпăрт чĕтренсе, калла-малла сулкаланса, пире илтĕнекен сасă кăларать. Яргейк. Алăк уçса кăларсарчĕ, эпĕ каяла пăхрăм (посмотрел) та, йăпăрт куçне шăлса илчĕ (она). Б. Илгыши. Патне пыра пуçласан, шăши йăпăрт кăмака айне кĕрсе пытанать, тет (моментально убежала от него под печку). Ядр. Ик аллине шарт çапать, куçне йăпăрт шăлса илĕт. Б . Олг. Лакчаг-орлы jы̆бы̆рт анџах посрэ̆. Он живо перешагнул через (не широкую яму.) Шибач. Йăпăрт, скоро. Ib. Йăпăрт! кĕчĕ. Б. Олг. Корка йăпăрт илĕт те, той пуç стелĕ синчен, чикет кăсийине, тохат-каят орама. С. Йăпăртах кайса пăхам (тотчас). Якейк. Мишка петне (=патне) йăпăрт кайса килем-и? Я мигом схожу к Мишке. Можно? Шел. 153.. Йăпăрт-йăпăрт йăвана кĕре-кĕре пăхатăп. П. Патт. 26. Вĕсем йăпăрт та йăпăрт хулла пĕрне-пĕри тыттарнă. СТИК. Чĕрĕ пулă алăран йăпăрт тухса ӳкет. (Выражает слизкость рыбы, как она легко вырывается из рук»). || N. Йăпăрт! (не сильный дристок). || Пшкрт. jы̆βы̆рт, - тихо (синоним слова йăпăштăн). || Прозвище. Зап. ВНО. Йăпăрт Еххим.

йăс

(jы̆с), то же, что йĕс. Завражн. Йăс ― желтая медь. Цив. † Хут кӳмепе карăмăр, йăс кӳмепе килтĕмĕр. Сред. Юм. † Пичче пӳрчĕ пысăк пӳрт, йĕри-тавра йăс пăта. Эпир килсе кĕнĕ чух, йăс пăтасем çуталчĕç; эпир тухса кайнă чух, йăс пăтасем тутăхаç. Якейк. † Йăс, йăс такан, йăс такан. К.-Кушки. † Йăс кĕлелĕ пушмакçăм, йĕрĕ юлтăр çак киле. Цив. † Йăсран кĕпер хыврăмăр. Шемшер. † Шемшер орам йăс орам; эпĕ тохса кайсассăн, йăс орам те тотăхĕ. || Латунная бляха на сбруе. Сред. Юм. Йăс тесе, ютлăхсем çумне çĕлесе яракан йăсран тунă тӳмесĕне калаççĕ. СПВВ. ИА. Лаша таврашне йăспа илемлентереççĕ.

йăтă

(jы̆ды̆), собака. См. йыт, йытă. КАЯ. Орау. Йăтă шăмă йăтса килчĕ. Собака притащила кость. Якейк. Йăтă çиман патак кăтартăп эп сана. Я изобью тебя, как Сидорову козу. А. П. Прокоп. † Ай-хай, йăтă-йĕкĕт илĕртеççĕ хĕрсене! Ст. Чек. Йăттăнне илĕ туртса: чикарккă, тесен! Орл. II. 239. Хура йăтти çакăнса тăрат, хĕрлĕ йăтти ăнах вĕрет. (Вутпа хуран). Якейк. Эс те çана тусан, ман сăмса йăт котне! (т. е. никогда тебе не сделать). Ib. Эс те лаша илсен, ман сăмса йăт котне! Лашман. † Арман хыçне вир акрăм, çерçи йăтти (жадный воробей) вĕренчĕ. Ст. Ганьк. Çав Иван йăттиех хытланнă пуль-ха кăна та. Наверно, это сделал тот же негодяй Иван. Якейк. Санашкал пуçа йăтта персен (если бы я решился быть таким же бессовестным, как ты), эп те топмалах (= тупмаллах) та, ман тольккă апла тăвас килмеçт. Çĕнтерчĕ 20. Икĕ алла йăтта касса парам ― пĕтет! Я готов отдать руку на отсечение («руки псу»), если он не погибнет! Ib. 22. Ахаль каламан: йăтти, мăнтăрлансан, хуçине тапăнать, тесе. Ст. Чек. Лашсене йăтă пек туса килчĕ. Измучил лошадей донельзя («как собак»). N. Йăтă çăварĕнчи шăмма илеймĕн, тиççĕ. (Послов.). N. Эпĕ корнă хурлăха ялти хора йăтă та корман поль? Ст. Чек. Йăта йĕрет (скулит). || Лицо, играющее роль собаки (в игре). N. Йăтта юлни ăрамăн пĕр хĕрĕнчеп тепĕр хĕрне çитиччен хăвалама тытăнат.

вăталăх

(вы̆далы̆х), средний (из братьев или сыновей). Н.-Сережк. Эпир пиллĕкĕн пĕр тăван, эпĕ вăталăхĕ (я средний из братьев). Вомбу-к. Вăталăхĕ (ывăл) — пос-килсем калаççĕ. || Лубочный потолок у овина. Торх., Ходары.

вăта-çĕр

середина. Собр. Уй вăти çĕрĕнче урлă кĕлет ларать, хĕрлĕ çăраллă. (Сурат). N. Вăта çĕре тăр. Встань на середину. Регули 1156. Çол вăти çĕрĕпе кай. Поезжай по середине дороги. Орау. Хырăç-марăçа халăх вăта-çĕрĕнче памаллăхне пар (т. е. не опаздывая и не опережая, наравне с другими. Моленье). N. Ăна вăта çĕртен (куç умĕнчен) илсе, хĕрес çумне пăталанă. Кĕвĕсем 71°. Анчах тĕлнетĕп (= тĕлĕнетĕп) эпĕ сиртен, пахча вăтиçĕрне кĕменнинчен, йăвуна лайăх туманнинчен. Нюш-к. Вăта-çĕрхи спас. Регули 1155. Пӳрт вăти-çĕрĕнсе тăрать. Стоит посреди избы. Ib. Вăта çĕрте ларать. Сидит посредине. БАБ. Урапа тĕнĕлне вăта-çĕрĕнчен çыхса çакăр. Повесьте тележную ось, привязав ее за середину.

вăтăр

(вŏдŏр, вы̆ды̆р), тридцать. Янтик. † Туя начар тумашкăн пирĕн аппа начар мар: вăтăр купа капан пек, аллă лаша вăйĕ пек. Аттик. Вăтăр пиллĕклĕх тенки, монета в 10 коп. серебром. В. Олг. Вăтăр саккăр, 11 коп. серебром. Сказки и пред. чув. 90. Вăтăр та пĕр шуйттан пек вăрман улать: у-у-у! || Тридцатый. Бгтр. Эпĕ çирĕм тăхăр патшалăх орлă, вăтăр патша çĕрĕнче порăнатăп.

вăхăт

(вы̆hы̆т), время; срок; пора; обстоятельства. Шел. 27. Ак, пĕр вăхăт (некоторое время) кайсассăн. Шел. П. Унтан пĕр вахăт (некоторое время) Кавала тухса çӳрерĕм (ходил по селу Ковалям). Эльбарус. Он чохне каç поласси вăхăт нăмай-ччĕ (до вечера было далеко), çавăнпа эпир: киле халех каяс мар, тесе, каçчен çитертĕмĕр (кормили лошадей). Сред. Юм. Санăн кайма вăхăт çитнĕ ĕнтĕ. Сана кайма та вăхăт. Тебе время итти. Юрк. Вăхăт иртнĕ-çемĕн иртет. Время все идет да идет. N. Эсĕ этемсен вăхăтпа (время от времени) пулакан аскăн шухăшĕсенĕн çулăмне сӳнтеретĕн. Орау. Ачине вăхăт çитечченех пĕр уйăх малтан туса пăрахнă (родила, не доносив месяца). Ст. Письм. Пайтах вăхăт иртсен, çур-çĕр вăхăтнелле (около полуночи) чан çапаççĕ. Орау. Вăхăт нумай иртнĕ ĕнтĕ. Времени уже много (о времени дня). Такмак. Утсем ырхан пулчĕç (вар. утсем ырхан, без пулчĕç), çулсем хура пулчĕç (вар. без пулчĕç), çитеймерĕмĕр вăхăта (не добрались к сроку). Пазух. Вăхăчĕсем йывăр та, çулсем выçлăх, эпир йĕменнине те, ай, кам йĕрес? Беседа чув. 16. Вăл пĕр вăхăта каллех итлесе тăчĕ, анчах юрăри сăмахсем ун шухăшне каллех Керимуллапа калаçнă сăмахсем енелле пăрса янă. Ib. 3. Хай чăнах та хăй шухăшланă вăхăта çитрĕ (подошел к предположенному им сроку). СПВВ. X. «Вăхăт, вăхчи = каннĕ вăхчи». Регули 1178. Сивĕ вăхăт çитиман-халь. С. Çыврас вăхăт çитет. Б. Яныши. Пăр кайнă вăхăталла (около времени ледохода) олăхра симĕс корăксем шăтса тохаççĕ. Хурамал. Ывăлĕ вун-сакăр çула çитсен, старик ывăлне каланă: ачам, эпĕ сана вăхăта-кăна (на время) ыйтса илтĕм, халĕ сана парнене кӳмелле, кӳнетĕн-и? тенĕ. N. Вăл хулара эпир пĕр вăхăтчен пурăнтăмăр. Шаймурз. Пирĕ вĕренме кайма вăхăт çитрĕ. Артюшк. Качча кайма вăхăт иртнĕ санăн, тенĕ. Сборн. по мед. Вăхăт сиктерсе тытакан (перемежающаяся) е шуртан ерекен (болотная) сивĕ-чир çинчен. В. Олг. Самый вăхăт çын, человек в самую пору (т. е. в цветущих летах. || О часах. Кан. 1929, № 136. Вăхăт тăваттăран-кăна иртнĕ-ха. Еще только пробило 4 часа.

вăхăтлăх

некоторое время. N. Çапла каласан, вăл вĕсене вăхăтлăха (на время) киле янă. Шăна чирсем сарать. 17. Вăхăтлăха вĕçсе кĕрсен те, шăнасем чир ертсе хăварма пултараççĕ. Сл. Кузьм. 104. Эпĕ нумай вăхăтлăха (надолго) инçе çула каятăн. Орау. Ун пек япала пĕр вăхăтлăха анчах пулать-çке вăл. Все это может продолжаться лишь до известного времени. О сохр. здор. Ун чухне ялта вăхăтлăха (на время) больница (пульнитса) тума пулать. Шел. П. 61. Пĕр вăхăтлăх (на время); у др. вăхăтлăха килне юлса манран: эсĕ ăçтисем? мĕн туса çӳретĕн? тесе, тĕпчеме тытăнчĕ. К.-Кушки. Кунта вăхăтлăха килсе пурăнакан чăваш нуммай. Здесь много чуваш, проживающих временно. Часы. N. Санăн вăхăтлăх пур-и? Есть ли у тебя часы?

вĕлер

убить. К.-Кушки. Вăл усала вĕлерес пулат. Эту дрянь надо убить. N. Вĕлерсе пăрах çак усалсене. Убей этих негодяев. Сред. Юм. Вĕлерсен те каймасп! Хоть убей, не пойду! Кан. Вĕлерес пек хĕненĕ. Избили чуть не до смерти. Регули 743. Çапса вĕлертĕм, персе вĕлертĕм. Ала 94. Исе кĕрĕр сӳс пушă, эпĕ ăна вĕлерес пек хĕнем (изобью до полусмерти). Ст .Чек. Пĕрне вĕлерсе, пĕрне чĕртес. || Уничтожать. N. Çчена çинче темĕн чухлĕ хăнтăла вĕлернĕ. На стенах надавлено клопов ― полно! Орау. Пĕтĕм пӳлĕмне хăнкăласене вĕлерсе вараласа пĕтернĕ. Ib. Пĕтĕм пӳрт ăшчиккине хăнкăла виллисемпе вараласа пĕтернĕ. Все стены измараны раздавленными клопами. || Дать умереть, попустить умереть. Шигали. Мĕншĕн эпир макраппăр-шин? Мĕншĕн тесен никам та хăйĕн тăван амăшне вĕлерес килмес (не хочется, чтобы она умерла) и нiкам та ама-çури амăшне (мачеху) юратмас. Ч.С. Çапла аттепе анне, лаша асапланнине курса, нимĕн тăва пĕлмесĕр, пăхса тăрсах вĕлерсе янă (как бы дали умереть). Рекеев. Эпир аттене вĕлертĕмĕр (т. е. у нас умер отец; означает то же самое, что «пирĕн атте вилчĕ»). В. Олг. Пĕр ôпăшка вĕлертĕм эн (у меня один муж умер), тепре туянса. Сред. Юм. Ик ôпăшка вĕлернĕ ĕнтĕ эн. Я уже двух мужей схоронила. НТЧ. Вара Елекка арăмĕ, упăшкама вĕлерсе пулмĕ (нельзя же допустить, чтобы муж умер), чӳклес пулĕ, тесе, килне тавăрăнчĕ, тет. Череп. Ачана вĕлерсе ятăмăр. Схоронили мы свое дитя (не уберегли; гов. с сожалением). || Мять (плохо косить). Сред. Юм. Утă вĕлерсе-çиç пырать. Утă çăлаймасăр, ватса, таптаса-çиç пырсан, калаççĕ. || Быть восхитительным, приводить в восторг. К.-Шемякино. Эх, явлăкĕ!.. вĕлерсе ярат! (Очень хорош). Орау. Эй, пулать те-çке кам япала, пĕтĕмпе вĕлерсе ярать! (De coitu ad exitum spectante). || Страстно желать. Ч.П. Çав Ирçе яль ачисем хĕр илесшĕн вĕлереççĕ (страстно желают). || Производить весьма сильное действие. Чураль-к. † Ал(л)уна уткаласа ан кала: алă, ыратса вĕлерет (страшно болит). Уруна тапса ан кала: ура ыратса вĕлерет. См. уткала. Сёт-к. Вутă çинче шăрăх пĕçертсе вĕлерет. На сенокосе ужасно жарко. || Выражает усиление. Орау. Эп авланап, тесен, мана вĕлерес пекех тухмалла та вăл качча... (выйдет за меня с радостью, с охотой). Ib. Пĕр шурă чĕреллĕ (бледный) ача туйра вĕлерес пек ташлать (пляшет с крайним увлечением); кам ачи-ши вăл? Ib. Вĕлерес пек пырать (быстро, о человеке), таçта каять. Кан. 1929, № 75. Тек те текех (то-и-дело) çапла хăтланаççĕ те, юри тунă пекех туйăнса вĕлере парать (ну, так и кажется, что они это делают нарочно, сознательно).

вĕлт

(вэ̆л'т, вэ̆л'т'), подр. мельканию и мгновенному движению. Чăв. юм. 1919,22. Тилĕ ташласа çӳрерĕ-çӳрерĕ те, алăкран вĕлт! тухса шурĕ (улизнула). Шел. 15. Мулкач пекех, вĕлт те вĕлт! ыткăнаççĕ ялалла. Тогаево. Онтан пӳрт кĕтессине ялт! çĕклерĕ, тет те, вĕлт анчах тохса карĕ, тет. Тюрл. Вĕлт-вĕлт вĕççе çӳрет. N. Хăй вĕлт, вĕлт тăвать, ыраш пĕрчине тăкать. (Тăпаç). Байгул. Чипер инкен арки вĕçĕ вĕлт-вĕлт. (Пӳркенчĕк). Шел. 15. Вĕлт! кăна вут хыптарать. Ib. 127. Вĕлт-вĕлт! çулçă мĕлкисем вĕлтĕртетеççĕ. Т. П. Загадки. Çӳлте вĕлт, аялта пат. Чăвашсем 21. Ăна (воду) ĕçсенех, тĕнĕрен вĕлт туса тухса каят (тухатмăш). Кореньк. Вĕçен-кайăк йот çĕре, тинĕс орлă, ăш-çĕре, çор-коннеччĕн вĕлт тăвать. Изамб. Т. Вĕлт тутарса чуптарса кайрĕçĕ (помчались). Сред. Юм. Вĕлт-çиç сиксе каçрĕ. Быстро перепрыгнул. Ст. Шаймурз. Вĕлт турĕ, вĕлле хыçне пытанчĕ. (Çиçĕм çиçни). Альш. Ку ухутник пеме тытăнат та, кайăк вĕлт çухалат. Тогаево. Эпĕ хăрарăм та, вĕлт анчах тохса тартăм. Сред. Юм. Пит вырса, ывăç час толтарса, вĕлт-вĕлт-çиç утса пырать (быстро жнет). Артюшк. Кашта çине (вĕрен çине) типме çакнă тутăр çилпе вĕлт-вĕлт туса вĕçкелет. Ib. Пахчана сĕтел çине манса хăварнă кĕнекен листисем çилпеле вĕлт-вĕлт туса уçăлса хупăнаççĕ. См. МКП. 52.

вĕлтĕр

подр. сложному, мелкому и частому волнообразному колебанию. Шел. 20. Çӳлте тарай тутрисем вĕлтĕр-вĕлтĕр вĕçеччĕç. Ядр. † Лен(т)тĕ хăю варли-ччĕ; вĕлтĕр вĕçсе тухин-ччĕ, çуна çине ӳкин-ччĕ! Турх. Ун умĕнчен (перед ним) шăрчăк вĕлтĕр тăвать: утă айне кĕрет те, çухалать. Хыпар № 25, 1906. Пĕр эпĕ анчах чавса (у др. чавси) çĕтĕк кĕпепе, çĕтĕк-çатăк сăхманпа вĕлтĕр-вĕлтĕр çӳретĕп. Тĕлĕнмелле! Юрк. † Улăхмăттăм çӳлĕ ту çине, вĕлтĕр вĕçен укçи пур. Альш. Ыраш пусси хĕррипе татăк кутлă кĕсрипе (на куцой кобыле) вĕлтĕр-вĕлтĕр чуптарать. (Маленькая лошаденка бежит мелкими, но быстрыми шажками). Ст. Айб. † Вĕлтĕр-вĕлтĕр пӳркенчĕк, вĕççе ӳкессĕн туйăнать (в Янш.-Норв. «вĕççе ӳкмин лайăх-чĕ»). Синьял. † Вĕлтĕр-вĕлтĕр вĕçмешкĕн вĕрене çулçи мар эпир. М. П. Петр. Вĕлтĕр-вĕлтĕр, подр. колеблющемуся полету древесного листка. Альш. Тухса пĕтеççĕ пурте (выходят из круга через «ворота»), каллах çавра, пĕр хутлă-кăна карта пулать хай вăйă (хоровод). Вĕлтĕр-вĕлтĕр вĕлтĕртетсе-кăна тăрать вăйă. СТИК. Хăш чухне юр лапкăн-лапкăн (хлопьями) çăват. Хĕвеллĕ кун вара, çӳлелле пăхсан, хурт ушкăнĕ пек вĕлтĕр-вĕлтĕр веççе анакан юрсене куратăн. См. МКП. 58.

вĕрӳç

вĕрӳçĕ, колдун, знахарь. Сред. Юм. См. Магн. М. 12. N. Вĕрӳç, волшебник. Н. Шинкус. Çак çĕр çинче хĕрĕх те пĕр (здесь пĕр ― энкл.) тĕслĕ вĕрӳçĕ пур. (Из наговора). Макка 230. Вĕрӳçĕ. Çак сăмах тухнă вĕрес тенĕ сăмахран. Вĕрӳçĕ вăл вĕрет, сурать кăларать чирлĕ çын ăшĕнчен чирне, теççĕ чăвашсем. Вĕрӳçĕ юмăçпа пĕрех. Вĕрӳçĕ вăл акă çапла вĕрет: илет чей куркипе шыв, унта сăмахсем кала-кала сурать те, чирлĕ çынна ĕçтерет. Вĕрме пултарать вăл: шыв çине, çу çине и т. д. Болезни. Юмăç, вĕрӳçĕ çине шанатпăр. Чуратч. Вĕрӳçĕ кирек мĕнле çыннăн е алли, е ури, тата ытти чирсене те вĕрсе тӳрлетет. Кирек епле чире те, çĕçĕ илсе, суран патне тытса, хăйсен сăмахсене калаççĕ. Тĕрлĕ чире тĕрлĕ сăмах калаççĕ. Кунта эпĕ пĕр юмах çыртăм: шăл вĕрри. См. Магн. М. 12.

вĕртер

понуд. от вĕр. Срв. вĕрт. Туперккульос 39. Ӳпкене хутран-ситрен вĕртерсех пурăнмалла (проветривать). О сохр. здор. 101. Вĕсенчен шăршă ан кĕтĕр, тесен, час-часах çуса, тулта çил вĕртерес пулать. Шорк. Смовара (у др. сăмавара) эпир атăпа вĕртеретпĕр (раздуваем). Ib. Тимĕрçĕ вочаххинчи кăвара вĕркĕчĕпе вĕртереççĕ. || Futuere N. Хĕрсене пĕç хушшинчен вĕртерĕпĕр. (Далее гов.: «Хĕрсене пĕç-хушшинчен шартлаттар». Из письма). || Заставлять заклинать. КАЯ. Аккана урнă йăтă туллани, унтан епле вăл урни, тата ăна урнă йăтă чĕлхи вĕртерни. (Заголовок рассказа). Ходар. Çавăнпа вара шатра кăшт çухала пуçласанах, ăна тĕтĕрттереççĕ, куç чĕлхи вĕртереççĕ. Кан. 1927, № 210. Хĕр-арăмĕ: çук, кастармастăп (не позволю сделать операцию), эпĕ ăна (пурнене) вĕртернĕ-ччĕ, тет.

вĕрент

учить, научить, наставлять, приучить, привадить. Чăв ялĕ. Пире акроном нумай пусăллă уя куçма вĕрентет. N. Вăл мана тутарла вĕрентсен-ччĕ! тетĕп эпĕ. Я думаю: «Ах если бы он научил меня говорить по-татарски!». Юрк. Упăшки хулара ачасем вĕрентсе пурăнат. Сюгал-Яуш. Вара уччитлĕ вĕрентсе ячĕ (отпустил с наставлением): çын картине ан кĕрĕр, усал сăмах ан калаçăр, терĕ. Кан. 1927, № 237. Вĕрентниех кирлĕ çав! Да, именно необходимо образование! || Иногда выражает запрещение и угрозу, как и мн. др. понуд. гл. К.-Кушки. Эп чĕлĕм туртма вĕренес теп. ― Эп сана вĕрентĕп! (или: вĕрентем!). Я хочу научиться курить. ― Я тебе дам научусь! (или: я тебя научу!). КС. Эп туртма вĕрентем! Я (тебе) задам курить! («научу курить»).

вĕренле

привязать на веревку. Ч. С. Эпĕ лашана, тăварса, вĕренлерĕм те, çиме лартăмăр вара. Шибач. Вĕренсем хор, тет, ут вĕренлемешкĕн.

вĕçкĕн

(вэ̆с'к'э̆н'), быстро умчаться. N. Эпĕ вăл вăхăтра килелле вĕçкĕнтĕм анчах. || Бахвалиться. См. вĕçкĕн.

вĕçтер

понуд. ф. от гл. вĕç. КС. Шăнкăрч чĕпписене вĕçтерчĕ (пустил летать своих птенцов). N. Кĕлмĕçĕн çăнăхне çил вĕçтернĕ, тет. («Где тонко, там и рвется»). N. † Сăрт айĕпе çол турăм, çил-тăман килсе вĕçтерсе карĕ (занесло метелью). Якейк. Тыр вĕçтерес ― таса мар тырра çил пор çĕре илсе тохса, вĕçтерес, тени полать. Шăналăк сараççĕ те, пăтаккапа çав шăналăк çине тыррине йохтараççĕ; вара пор çӳпĕ-çапă вĕççе кайса пĕтет, пĕр таса тырă анчах йолать. N. Куç курми вĕçтерет (бушует пурга, буран). N. † Хранцус тутăр вĕçтертĕм (пустила развеваться) савнă тусăм кăмăлĕшĕн. || N. Мĕшĕн ачан ăйхине вĕçтертĕр? Зачем вы разгуляли ребенка? || N. Ăша вĕçтерекен (тоскливые) шухăшсем. || Сказки и пред. чув. 14. Утă пĕтсен, тыр вырма хура халăх вĕçтерет (спешит, стремится). Ч.С. Эпĕ, çак сăмахсене илтсенех, тăр та, нимĕн чĕнмесĕрех, киле çарранах вĕçтере патăм. N. Иван вара çавăн чухах кăвакăн-симĕсĕн курăнакан çĕрелле (где виднелся сине-зеленый туман) лашине вĕçтерчĕ, тет (припустил). Б. Яныши. Эпĕ апи апла пурнине (= пынине) курсассăн, часăрах килелле вĕçтере партăм. Ib. Эпир, уя тухса тарас тесе, тирне-тирне (= тирĕне-тирĕне, спотыкаясь) вĕçтере партăмăр. Орау. Туххăм вĕçтерсе кайса килем-ха (сбегаю). Янгильд. Петĕрпе омлă-хыçлă соваска çине лартăмăр та, вĕçтерсе анса карăмăр. || Хыпар № 25, 1906. Ялсенче халĕ час-часах студентсем çинчен калаçаççĕ. Вĕсем çинчен темĕн те пĕр вĕçтереççĕ (пускают слухи). Ib. № 23, 1906. Удел вăрманĕсене ют патшалăхри хуçасене сутаççĕ, терĕç. Анчах вăл тĕрĕс мар иккен, ăна веçтерсе-калаçнă. КС. Ял тăрăх çăмах вĕçтерсе çӳрет (сплетничает). || Завражн. Вĕçтерсе тăкам ак! Изобью! || Форсить.

вĕç

(вэ̆с'), конец. Ст. Чек. Сăмахăн вĕçĕ пур, кирлĕ марне каламаççĕ. У речи есть конец, ― не говорят того, чего не следует. N. Кукăр-макăр çулпала пĕр вĕçĕпе туй пырать, пĕр вĕçĕпе хĕр пырать. N. † Икĕ тотăр вĕçĕ пĕр çĕрте, хачă пучĕ (= пычĕ) те, уйăрчĕ. Концы двух платков были соединены вместе; ножницы разъединили их. Сказки и пред. Чув. 66. Пуш-уйăхĕн вĕçĕнче хĕвел пăхрĕ ăшăтса. Никит. Хăй пĕр-маях вĕçрен ĕçтерет (угощает с конца). Ау 2°. Сĕтелсем çинче ĕçме-çиме вĕçĕ те çук (без конца), тет. Сала 207°. † Пирĕн курас нушанăн вĕçĕ çук (не видно конца нашему страданию). Шел. 39. Çапах тухса пулĕ-ши ку асапсен вĕççене? (будет ли конец страданиям?). || В см. послелога. Г. А. Отрыванов. † Кача пӳрнери кĕмĕл çĕрĕ сыппи вĕçне анчах юлч (= съехало на кончик пальца): савни, сампа (= санпа) вуласси (беседа) çыру вĕçне анчах юлч (теперь возможна только в письмах). Ib. † Пирĕн киле каясси минут вĕçне анчах юлч. Ашшĕ-амăшне. Хам пурлăхăм çинче ăна (ей) пăхăнса, унăн алли вĕçĕнчен тăранса пурăниччен, эпĕ ыйткаласа çӳреме кайăп, тенĕ. N. Ури вĕçĕнче, у ног его. N. Пуç вĕçĕнче, в головах. N. Атăл патши ури вĕçне, к ногам Аттилы (положил золото). Сала 252°. † Алкум вĕçĕнче (перед двором) çаврака кӳлĕ, çавăрăнса ӳсме (чит. ишме) ирĕк çук.

вĕçерĕн

отцепиться, вырваться, оторваться. Б. Яныши. Ачи кайран аран ашшĕнчен вĕçерĕнсе тарчĕ. Ала 14°. Çав вăхăтра манăн ал вĕçерĕнсе карĕ те, эпĕ çăтăр-çатăр анчах анса карăм çăка хăвăлне. Кан. 1928, № 241. Анчах хăй, çивĕч пулса, вĕçерĕнсе тарать. Толст. Вырăн (кровать) тĕлне шуса çитсен, вăл, (клоп) маччаран вĕçерĕнчĕ те, ман çие ӳке пачĕ. N. Мана усал шухăшсенчен, кăмăл вĕçернесрен сыхласа тĕреклетсе тăтăр.

вĕт

(вэ̆т), палить; жарить (слегка). Ст. Чек. СТИК. Паян эпĕ сурăх урисем вĕтрĕм. (Сурăх урисене, пуçне çунан вут çине пăрахса, çăмĕсене вĕтсе яраççĕ). Пшкрт. Паjан сысна вэ̆трэ̆м. Ib. Полы̆ коар с'инџӓ вэ̆дӓчэ̆ (жарят слегка). В. Олг. Çăккăр-вĕтни. Сред. Юм. Выльăхăн пуç-ôрине вĕтеççĕ кăмакара. Яжутк. Хĕрĕн çӳçне вĕтнĕ (спалил волос, данный ему девушкой). || Бить, пороть, хлестать. Ст. Чек. Ч.С. Кантăрапа вĕте пуçларĕ. (Она) начала бить меня веревкой. Ib. Çавна кура ку çын тапратрĕ, тет, вĕтме вăкăра (хлестать быка). Т. VII. Ямăшкийĕ çавăн чухне, килне çитеччен, лашине пушăпа вĕтсе анчах пырать (похлестывает), тет. Пшкрт. Асту, пĕре вĕтсе лартăп! (вздую, отколочу тебя).

вĕт

мелкий. См. вĕтĕ. Хыпар № 35. 1906. Удел тырри акнă чух вĕт-вĕт çăмăр çăвать-çке (идет мелкий дождь). Ст. Айб. † Вĕт-вĕт хăва, вĕт хăва, вĕт хăвара вĕт кайăк. (Пыйтă). Якейк. Вĕт-вĕт полтăр, вĕт полтăр, вĕт яшкине каçтарать (уплетает). Чураль-к. Çӳлĕ ту çинче вĕт хăва. (Çӳç). Сред. Юм. Вĕт пренкĕ, мелкие воздушные пряники. Ст. Чек. Вĕт шăл, мелкие зубья или зубы. Кан. 1927, № 221. Анчах унăн вĕт ачисем пуррине аса илнĕ. Альш. Вĕтĕ шăл, мелкие зубы (признак горячности, строгости и гневливости). Вомбу-к. Вĕт икерчĕ. Рак. Вĕт сасăлă упа мĕкĕрет. (Чан çапни). Полтава 60. Хуйха пĕлмен вĕт халăх («народ беспечный»). || Частый. Альш. † Çӳл кĕлет пусми вĕт-пусма, шăлăçĕ те тăкăçĕ. || Частый (разговор). Аку 12°. † Эпĕ ӳкес кил-ăшĕ вĕт сăмахлă тиеççĕ. Эп шултрана вĕреннĕ çын епле вĕте вĕренем? Сложные см. в вĕтĕ.

вĕтеле

сжечь, обжечь, спалить, опалить. Изамб. Т. Сурăх урисене вĕтелеççĕ (вĕтеççĕ, палят). Т. М. Матв. Хăй вут мар, çапах та пулин вĕтелет. (Вĕлтĕрен). Ч.П. † Ђăлтăр-палтăр вут тухать, пите-куçа вĕтелет. (У КС. Ђăлтăр-палтăр ― выскакивают искры). Сред. Юм. Вĕтелесе илчĕ, тесе, кăçта-та-пулса, пит пĕçерекен çĕре пырса, ӳте сисмен хутран пĕçерттерсен калаççĕ. Дик. леб. Карчăк Елисанăн аллине çав вĕтелекен вĕлтĕрене тивертни. Хвал. Эпĕ сире, шуйттансене, тытсассăн, вĕлтĕренпе вĕтелĕп! Ах, шуйттансем! N. Пĕлĕтрен вут анчĕ те, санăн вак выльăхусене, тарçусене вĕтелерĕ-ячĕ. Абаш. Вĕтеле, 1) жечь (вĕлтĕрен), 2) сечь (крапивой). N. Суккăр вĕлттрен вĕтелемест (не жжется). Сред. Юм. Вăт (огонь), пĕçерсен, вĕтелет. Вĕлтрен вĕтелет. Дик. леб. Унăн алли вут вĕтеленĕ пек хăпаланса тухнă. || Поджаривать. Хыпар 15, 1906. Пĕрер чашкă вĕтеленĕ пулă вăльђи ларать.

вĕтĕртет

моросить. И. Патт. Çăмăрĕ вĕтĕртетсе тăнă. ‖ Семенить. Орау. Вĕтĕртетсе анчах çӳреççĕ ачисем (бегут как шарики). П.П.Т. Эпĕ вăсем хыçĕнчен, çăпатасене çурăм çине çакса, вĕтĕртетсе пыраттăм. Н. Карм. Вĕтĕртетсе ― мелким шагом.

вĕчĕрхентер

понуд. ф. от вĕчĕрхен. Тюрл. Чона вĕчĕрхентерет. Производит неприятное впечатление, неприятно раздражает (напр., неаккуратное выполнение дела). Ib. Тырра темĕскерле этем пек ывçăн-ывçăн касса илеймес: пĕтĕм чуна вĕчĕрхентерет. СПВВ. МС. Çиленнĕ çын вара: чуна ан вĕчĕрхентерсем, тет тепĕр çынна. Посл. Моисей каланă: эпĕ сирĕ халăх мар халăха ăмсанакан тăвăп, ăнсăр халăхпа вĕчĕрхентерĕп, тенĕ. И. С. Степ. «Вĕчĕрхенес (сана ан вĕчĕрхентерем) ― злая зависть».

всси

(вσσиы), взы (восклицание, которым науськивают собаку). К.-Кушки. Эпĕ йытта: всси! тесе ятăм. Я науськал собаку.

йĕвен

(jэ̆вэн’), узда. N. Эпĕ лашасен тăллине вĕçерсе, йĕвен тăхăнтарса, утланса лартăм та, киле кайрăм. Снявши путы с лошадей, я надел на них узду, сел верхом и поехал домой. N. Лаша пуçĕнче йĕвенни те пур, тет (лошадь была с уздой). Ч. П. Кам йĕвенлĕ çынсем тытăçĕ (лошадь). Т. М. Матв. Арсăр арăм — йĕвенсĕр ут пек вăл. Жена без мужа, что лошадь без узды. Ib. Пӳрт тăррине йĕс йĕвен ывăтрăм. (Аслати кĕперри). На крышу дома я кинул медную узду. (Радуга) Ч. П. Йĕвенлĕ ут. Ib. Йĕвен яв. Ib. Чĕн йĕвен.

тип йĕксӳ

тоже, что тип иксӳ. См. иксӳ. Зап. ВНО. Тип йĕксӳ тинĕс тавра, эпĕ арман тавра. (Из наговора).

йĕп ачи

малолеток, работающий с иглой во время тканья рогож. Б. Яныши. Пĕрре Тихăнсен йĕн ачи варсăр пулчĕ; эпĕ ун вырĕнче, виç тăпта çапаччен, йĕп кăлартăм. N. Йĕп ачи Марфа. N. Хĕс хăпартакан, хай епелле йĕп кăларакан ачана: йĕп ачи, теççĕ.

йĕрĕх

(jэ̆рэ̆х’), первоначально — посвящение (предмет, посвященный духу), потом — название духа, впоследствии — злого. Среди предметов, находящихся в Русском Государственном Музее, имеется несколько йĕрĕх’ов, „покровителей рода“, напр., женское изображение — кукла, сделанная из тряпок, с красной головой, в чувашском костюме («кинемей», № 1416—1); кукла «мăнакка», № 146—8); лубяной короб («ват акай йĕрĕх(ĕ)»; это название дано йĕрĕх’у потому, что он «первоначально произошел от старой девы», № 1239—180); мужское изображение — кукла из тряпочек, с длинными седыми волосами на голове и подбородке («ĕмпичче», № 1416—3); подобная ей («ĕмпичче»), № 1416—10; два грубых изображения ребенка, в виде тряпочки, свернутой в трубку и перевязанной — в одном случае синей ниткой, в- другом — ниткой и тесемкой (№ 1416—5,6), несколько безграмотно описанных йĕрĕх’ов («идолов»), под № 967 — 1, 2, 3, 4, 5. Там же есть чувашское женское поясное украшение — енчĕк (№ 968—24), род кошелька, в котором «женщины носят жертвенные деньги, когда идут на поклонение йĕрĕх’у». Искаженные чуваш. названия я исправил. Начерт. 211. Йĕрĕх — литой идол, домашний бог. Магн. М. 75, 76, 78, 80, 81, 247 и др. Т. VI. Ильух(х)а йĕрĕхĕ, Малакай йĕрĕхĕ, Ятмăрса йĕрĕх, Силевер йĕрĕхĕ, Силевер тӳрри, Кукша йĕрĕхĕ, Кукша тӳрри, Çтаппан (scr. Стапан) йĕрĕхĕ, Уçка Терентей йĕрĕхĕ! Сире юсманпала, хурпала, ăшă xĕлхепеле асăнатпăр-витĕнетпĕр; айван-ашана каçар пире. Охотн. Начнем с „ириха“. Он невидим; местопребывание имеет в лукошке, сделанном из вязовой коры и помещающемся в клети, где-нибудь в углу, на дверью, как у нас (это было) в клети. Лукошко это, впрочем, может висеть и на другом месте, напр., на стене амбара, конюшни и другого какого-нибудь строения снаружи. Ирих посылает чувашам, относящимся к нему без достаточного уважния, как я сказал, наружные болезни. Если у чувашина начинают болеть глаза или на его теле появляются нарывы, сыпь, то он — или ио своему сознанию, или по совету „юмзи“ — варит из пшеничной муки кушанье, в роде киселя, так навываемое „мимĕр“. Затем, расплавив одну свинцовую ружейную дробинку, отливает маленькую блестящую монетку. Сделав в ней маленькое отверстие, продевает через него нитку, концы которой завязываются вместе в один узел. „Мимĕр“ и монетку он несет в тот дом, где находится наказывающий его „ирих“. Кто-нибудь из семейства этого дома, по просьбе принесшего „мимĕр“ и монетку, отправляется в клеть к „ириху“, захватив с собою и „мимĕр“ и монетку. „Ириху“ он молится, чтобы тот снял болезнь с принесшего „мимĕр“. Потом делает несколько земных поклонов, часть „мимира“, со столовую ложку, кладет он в лукошко, а свивцовую монетку вешает на гвоздь, на котором висит лукошко. Остальной «мимĕр» приносится в избу и съедается членами семейства этого дома. После такого моленья чувашин в полном убеждении, что болезнь его снимается «ирихом». Все семейные в той комнате, где ирих, имели серьёзный вид и гояворили только о деле и о вещах, не касающихся нравственности и религии (siс!). Хурамал. Йĕрĕхе, çăнăхпа чуста сарса, пĕчĕк-кăна чашăк тăваççĕ, унтан кĕрпепелен пăтă тăваççĕ; ăна пĕçереççĕ вара. Унтан вара хĕрлĕ çиппеле тăхлан шăратса çакаççĕ. Унтан вара ăна кайса çакаççĕ йĕрĕх çта пур, çта асăнсан: йывăçра пулсан, йывăç турачĕ çине кайса çакаççĕ; çуртра пулсан, çурт патне кайса пăрахаççĕ, хуçисене пĕлтерсе тиекенĕ кĕлетнех кĕрсе çакат. Шаймурз. Пирĕн кивĕ кĕлетре, алăк хыçĕнче, пĕр ленкес çакăнса тăрат. Çав ленкесре йĕрĕх пур, теççĕ. Çав йĕрĕх нумаййĕшне кĕсен-çăпан кăларат, суккăр, тăват, шыçă парат, теççĕ. Çавăнпа вара ăна çулă мимĕрпе пырса чуклеççĕ е тăхлан, пырса, шаратаççĕ. Çапла тусан вара, ыратни чарăнат, теççĕ. Тата çĕнĕ кĕрӳсем, пырса, салам параççĕ. Тата салам панă чух кулсан, килĕшмест, теççĕ. Çĕнĕ кĕрӳсем салам памасан, вăсене йĕрĕх тытат, теççĕ. Тата çав ленкесе пырса тĕртĕнсен те, хĕн-хупăр парат, теççĕ. (Тут же сказано, что от йĕрĕх’а происходят и глазные болезни при чем приведены случаи заболевания). N. Якор арĕм (= арăмĕ) варĕ йĕрĕхне ак çапла çырлахтараççĕ. Онта ĕлĕк Якор арĕм вилнĕ. Çавăн вырăнче халĕ йĕрĕх пор. Вăл, онта лаша ярсан, лашана ниста та ямаç, лашана çав коккăра илсе кĕрсе вĕлерет. Ст. Чек. Йĕрĕх кĕсен-çăпан ярат. Ib. Йĕрĕхе хушпу пек тунă, нухратпа (кузов); нухрат пăрахаççĕ. В. Олг. Йĕрĕх полнă перĕн ялта ватти, отаманĕ. Ялĕпех йĕрĕх полнă, пĕри полнă отаманĕ. Она параччĕ такасам; ялти çын шăпах килет те, парат. Первей çăнăх хорат, икĕ пус окçа хорат, кĕрпе хорат, асăнса она: мана отнаккă ту, тесе, хаман ту; эп сана така паратăп, тет; халчах парăп, тет. Пасара каят, илет така, пĕр полтинник парса илет. Каран пусаччĕ, пасартан кисен. Пуссан, йĕрĕхе поççанчĕ: çăпан ан кăлар мана, суат (= сыват) çăпантан, тет. Поççапат та, ашне çиет пӳрт-ăш халăхпа; шăннине çонтарат. Вара çырлахрĕ, çăпан тохмарĕ. Лаçра хиç-кил полнă, хиç-киле тăрăхла пĕрне çакнă; пусса çисессĕн, аш татăкки яраччĕ. — Йĕрĕхе çĕмĕртĕм, пĕрĕшне туеккине исе тохрăм, виç хут çавăрса çапрăм та, икĕ пуслăх окçасам тохса карĕç, çĕр полĕ; мана ним те полмарĕ, йĕрĕх ним те туимерĕ. Ч. С. Минчет тутарса килекенсем итем-карти патне çарăнаççĕ те, пĕри ху? вун-виçĕ пус, хуть вунă пус (унта тиркев çук) укçа илет те, упăшкипе матки йĕри-тавра çав укçана çавăрса, аяккалла ывăтса ярат. Ăна вăл: пур маткипе упăшкине çакланнă тăшмансем, матки килĕн-и йĕрĕхсем, упăшки килĕн-и йĕрĕхсем çав укçапа килĕшĕр (пусть умиротворятся), тесе, пăрахат. Собр. Йĕрĕхе чӳклес пулсан, тута хĕрне кĕсен тухать, теççĕ. Чертаг. Йĕрĕх йоманĕ; унта кăр-кунне саксам туса, вот хораччĕç ташлчĕç, ĕçсе çиса. Орбаш. Икĕрчĕк, кокăрчăк ехветер вати (чит. ватти) кокăрчăк. (Йĕрĕх). N. Е тата эсĕ — çавăнта çырмара çавă йăвăç кутĕнçе йĕрĕх пур, эсĕ, çавăнта ларса, шăнă та, çавăнти йĕрĕх тытнă сана, тет. Ст. Чек. Кутна йĕрĕх тыттăр! (Брань. Еi dicitur convicii loco, qui coram aliis pedere consueverit). СТИК. Мĕн пулнă кăна, тек йĕрет? — Тем йĕрĕх тытнă-ха ăна, ан тив! (Говорят об упрямом капризнике). Eлаур. Пирĕя ялта (Йалавăрта) чӳк тунă вырăнсем икĕ тĕлте: пĕри ту çинче, тепри ял варринче. Малтанхине киремет теççĕ. Çав вырăнсенче хурамасем лараççĕ. Вăл хурамасене никам та касмаççĕ; вĕсене кассан, çын вилет, теççĕ, йĕрĕх пусат, теççĕ. СПВВ. X. Ырутаман — название (местное? — в Тетюш. у.) одного на йăрăх (йĕрĕх). Жертва. Убеи (б. Буин. у.). Хĕрт-сурта йĕрĕх патăмăр. Макка 234°. Унтан тата, çак эпĕ çырнисене пурне те туса пĕтерсессĕн, тата йĕрĕх тăваççĕ. Ăна ак мĕншĕн тăваççĕ: е куç пăсăлнăшăн, е çăпан-кĕсен тухнăран, е тата юхана ерсессĕн,тăваççĕ. Ăна ак çапла тăваççĕ: пĕçереççĕ икерчĕ пăр(т)а(к)кă тăхлан шăратаççĕ те, вăсене çав йĕрĕх вырăнне кайса тăкаççĕ; ăна вара: икерчĕ лартрăмăр, теççĕ. Хăш-хăш чухне, пит хĕн-асапа кайсассăн, така та пусаççĕ. Ib. 222°. Йĕрĕх çукки кĕрсен, ăна пĕрпысăк тиркĕпе сăра ĕçтереççĕ. (Вирĕм). Хурамал. Йĕрĕх лартни. || Болезнь. Яргуньк. Авалхи çынсен йĕрĕх ятлă чир пулнă. Вăл чире ак епле чире каланă (siс!): е çăпан, е кĕç(= кĕçĕ), е шăтан-юхан ерсен: йĕрĕх тытрĕ, тесе, йĕрĕхе, чӳкленĕ, тенĕ. См. Рекеев. II, 3, III, 6; Золотн. 150; Мильк. 22, Мészáros 24—27, 113, 118, 149.

йĕрке

(jэ̆ргэ, jэ̆рэ), порядок, чин, церемония. N. Вăл чӳкĕн йĕрки ак çапла. Порядок этого жертвоприношения вот таков. N. Пĕри пĕр тĕрлĕ, тепри тепĕр тĕрлĕ кăшкăрашнă, ним йĕрки те пулман (никакого порядка не было). Чăв. й. пур. 26. Пӳртне çынсем йĕркине лартман, хыçала, çынсем хыçне, лартнă. Избу поставил не в общем порядке, а на задах. КАЯ. Çавăн пек ĕç йĕркине ăстариксем хытă пĕлеççĕ. || Очередь. Ашшĕ-амăшне. Ну, Лисахви, тенĕ: халĕ санăн йĕрке ĕнтĕ (теперь твоя очередь). N. Вырăн çине выртма-кăна йĕрке юлсан... Юрк. Чăваш та пырса чарăннине курсан, лешсем кунтан куласшăн: итле-халĕ, чăваш, сана авăртма йĕрке (рет) час тивес çук, эсĕ чи кайран килтĕн. Куратăн, санран малтан килнисем нумай; час авăртса каяссу килсен, тутар сăмахне: бзав, тесе, пире каласа пар, тенĕ. Рекеев. Йĕрке хывас или: рет хывас, обходить родных (визитировать) в первый день Пасхи. || Ряд (людей). Янбулат. † Йĕрки-йĕрки хĕр тăрать; ларас текен нăмай полч чон савани (саванни?) полас çок. Стоят рядами девицы; много оказалось желающих сесть, но нет среди них такой, которая была бы по душе. Сĕт-к. Выçакансем йĕрке туса тăраççĕ. Играющие образуют ряд. || Строка. Якейк. Б. Олг. Йĕрке, строка (письма). || Венец (бревен). Б. Олг., КС. Изамб. Т. Кутник тĕлĕнче маччаран пĕр-ик йĕрке аяларах сент(ĕ)ре пулат. || Строка в лапте. Пухтел. || Табель, таблица. М. П. Петр. || Обряд, обычай. Туй. Ашшĕпе амăшĕ калаççĕ: эй ачам, пиртен тухнă йăла мар, авалтан, ваттисем кăларнă йĕрке, теççĕ. N. Ку йĕрке çапла пĕтет. Чхĕйп. Вăл йĕрке пĕтсен. Когда окончится этот обряд. Бюрганский. Акă унăн йĕркине эпĕ сире каласа кăтартам-ха. Ib. Акă эсĕ мана вилнĕ çынсене асăнас йĕркене каласа парчĕ. Юрк. Карта пăтти те çӳк йĕркиех. N. Вара чӳк йĕркине калама пуçлать (молитву). Шурăм-п. № 22. Ĕлĕкрен юлнă йĕрке. Стариниый обычай. К. -Кушки. Тата, пит кирлĕ пулсан, тăхăр ялпа учук тунă йĕркине ярăпăр; ăна çырса хурас терĕç. || Повод; обстоятельство. Макка 130°. Эпĕ авланнине есир пĕлетĕр-халĕ. Йĕркине те пĕлетĕр пулĕ. || Обыкновение, правило. Ст. Чек. Упăшка хыççăн кайса: упăшка йĕркине тытса, упăшкана мĕн кирлине парса тăрса... Суждение. Намăс йĕркине пĕлмен вĕсем, çарамасах пурăннă. || Дело, касающееся чего-либо. Ч. С. Унта (т. е. в больницу) кайсан та, самай пулас çук çав (то-то и есть что... ему не будет легче...), ку пулнитса йĕрки мар; пулнитса йĕрки пулсан, кунта та турленĕ-ччĕ вăл. (Из рассказа «тетене керемет тытни»). Такмак. Эсир мĕн йĕркепе (зачем) килтĕр? N. Эпĕ вăрă туса, вăрă йĕркипе мар (не по воровскому делу) карăм салтака. || Уклад жизни. Изванк. Ватă-вĕтĕ пулмасан, пĕр йĕрке те килмеçт, теççĕ. (Посдов. Чхĕйп. Пуçлăхсам та, çаксĕне тĕрĕс туса тăмасан (если не будут это выполнять), халăха ырă йĕркепе усрияс çук. || Значение. Юрк. Курпунна кăларса, кутна мăкăртса, хытăрах ĕçлесен, тин çын йĕркине кĕрĕн, унсăрăн кахал анчах пулса тăратăн. || В качестве послелога. Юрк. Салтак йĕркипе (по делу о воинской повинности) пире, тетепе иксĕмĕре, прикаса чĕнтерчĕçĕ. Регули 167. Эп омпа поплесе пол тытнă тăрăх (или: тытнă йĕркипе). Я говорил с ним о (по поводу) рыболовства. || Случай. Кан. 1927, № 210. Ыӳрт пĕренисене те çав йĕркепех йӳне илтĕм. N. Эпĕ унăн йĕркине тупăп. Я разберусь в этом деле, т. е. добьюсь того, чтобы оно было решено по закону. (Так сказал человек, неправильно увояенный с должности). || Поветрие. В. Олг., Пухтел. К.-Кушки. Халăх йĕрки, поветрие. Ib. Санăн куçă мĕшĕн пăсăлнă? — Темĕншĕн, те халăх йĕрки пулчĕ. ||. Занятие; отрасль хозяства. Чтен. по пчел. № 17. Вĕлле хурчĕ йĕркин усси çинчен.

йĕтĕн

(jэ̆д’э̆н’, jэ̆дэ̆н’, jэ̆дэ̆н), лен. Юрк. † Айлăм айне йĕтĕк актартăм, йĕтĕн тутăри эпĕ турăм. Ядр. Йĕтĕн çип пир кĕпи. Ib. Йĕтĕн çин тоттăр. Сорм-Вар. Йĕтĕн çип тутăрĕ. Ib. † Йĕтĕн пирри пулсассăн, алăра тытса тăрас, тет. N. Йĕтĕн сӳсе çиппи çинче(= çинçе) пулать. Изамб. Т. Хăшĕ çаран çине йĕтĕн сарат. N. † Анкарти хыçне йĕтĕн акрăм, ăна çăлса сарма кам пырĕ? Якейк. † Хамăр ялăн хĕр ори йĕтĕн варри чăрки пак. С. Дув. † Пыраттăм, пыраттăм эп çулпала, йĕтĕн картисене тĕл пултăм. Ч. П. Эпир йĕтĕн кĕпи тăхăнас çук. Коракыш. Уйра ылтăм пуçлă ача, ларĕ. (Йĕтĕн пуçĕ, головка льна). Альш. Ваттисен килте тутарнă хура шĕлепке е çула та йĕтĕн çĕлĕк (у стариков бывает...). Чураль-к. † Пурçăм туттăр пирĕн аки, эпир тепре киличчен йĕтĕн туттăр пулминччĕ. Пазух. Йĕтĕн тутăр çыхакан пурте çук çын хĕрĕ мар. Ч. П. Йĕтĕн сар, стлать лен.

валим

для. Ст. Янсит. Эпĕ атте валим, вăл суха тунă, тырă акнă чухне, апатсем тума шыв илсе кая-кая параттăм.

вар

(вар), зарывать. Ч. С. Аçа çапса вĕлернĕ çынна çĕре варса (зарывая в землю), пăртак сывлăш тухмалăх шăтăк хăварсан, чĕрĕлет, тет. М. Д. Хумăш тĕпне кайса вар (зарой). Изамб. Т. Çĕр айне укçа вараççĕ. Зарывают в землю деньги. Вĕлле хурчĕ. 10. Çак çӳп-çапсене, хурт виллисене çĕр айне варас (пытарас) пулать. НТЧ. Пыршисене (овечьи) çĕре чавса вараççĕ. (Моленье киремети). Орау. Хурт тытакансам малтанхи хурт çăвăрне яланах пылчăка вараççĕ, тит. Альш. Унта-кунта çынсем ушкăн-ушкăн çӳреççĕ сӳнтерсе: ăçта тăпра сапаççĕ, ăçта тăпра ăшне вараççĕ (на пожаре). Хыпар. № 21, 1906. Илнĕ кунах, тĕклĕ-хурлăхан вăрлăхĕсене нӳрĕ çĕрне тултарнă ешчĕк ăшне акрăм та, ешчĕкне юр ăшне варса хутăм. Сиктер. † Тăван аппа пухрĕ, шур тутăрпа çыхрĕ, варăш тĕпне варчĕ. Байгул. Амăшĕ çисе ярсан, ку мĕн пур пек шăмăсене пурне те пуçтарчĕ, тет те, шурă тутăрпа чӳркесе, хăмăш варрине кайса варчĕ, тет. Сир. 116. Эпĕ юр шывĕпе çăвăнса тасалса алăсене шап-шурă туса хурсан та, çапах эсĕ мана пылчăк çине вăрса (в рукоп. варса) кӳртĕн, хам çийĕмри тумтирĕме хамран чĕрĕнмелле тăвăн. || В перен. см. N. Чаплăлăхăма çĕре вартăр. || Смешивать? СПВВ. НК. Ăслапа çĕпрене варса йӳçĕтеççĕ те...

вара

ужо. N. Вара пурăп, халь ерçместĕп. Собр. Варана кайсан, вараланат, теççĕ. (Вослов.). Тоск. Варана юлнă япала варланнă, теççĕ ваттисем. (Послов.). Регули 1227. Вара кил; вара тăвам. Ст. Чек. Ĕçе, ăна çийĕнче туса пăрах; варана юлсан, варланат, теççĕ (иначе дело забудется). || После, с, через. Орау. Эп вара килетĕп, виççелле, виç сахаталла (часам к трем). Регули 286. Эп сумар мартан вара (сувалнăран вара) онта ялан çӳретĕп. Т. VI. 12. Паянтан вара — с сегодняшнего дня. Кан. 1928, № 149. Ĕç çур-куннерен вара тăсăлать. Дело тьянется с весны. Альш. Çав кунтан вара — с того дня, Ч. С. Виç кунтан вара, через з дня. {{anchor|DdeLink21822718894160}} || Указ. на возможный вывод, следствие или заключение. Часто ставится о тем же оттенком конечного вывода и в вопросах. Изамб Т. Епле, укçа тухмалла-и? Мĕн чухлĕ-ши? — Ахăр тухмалла. Темĕн чухлĕ вара тухмалла, пĕлместĕп. Ib. Пăятам тепле вара, пăянам хуш сăмаха-йăмаха пит вичĕкĕн япала. N. Касаксем: акă халĕ тинĕс тĕпне кайăпăр вара, кайăпăр, тесе, каласа тăраççĕ («вот-вот»). N. Унта тытаççĕ вара пулă, тытаççĕ вара пулă (повторение), тетелĕпе шак хывса. Регули 251. Атти тухманшăн вара эп те ништа та тохман. N. Ме, акă пилĕк çĕр тенкĕ; анчах асту, ыран ирех илсе кил вара (принеси). Кан. 1928, № 149. Çуттишĕн (за вино) ĕç тăваççĕ, тоççĕ вара Тури-Тимĕрç-кассем. Шел. II. 58. Сывă-халĕ, лайăх пурăнать, питĕ чее вара, терĕç. N. Темĕскер вăрри вара (не знаю, что это за семена). Подгорное. Ача, Иван чăнахах Мускава кайнă-и вара? Епле лекнĕ-ши вара вăл унта? Цив. Еппин кăçта вара? Где же она у тебя? Ч. С. Ни хура мар, ни сăрă мар, хăй вара çарамас пек курăнать те, шыв хĕрринчех выртать (вутăш) Альш. Ай-ай аван çынсем-çке вара çав Мишкасем! Ну и хорошие же люди этот Михайла и его жена! СТИК. Вара мĕн хытланан эс? (Говорят человек, пораженный поступком товарища. Значение «вара» определится, если ты сопоставим выражения «вара мĕн хытланан ес?» и «мĕн хытланан эс?» Последнее выраж. значит; «что ты делаешь?», а первое «ну, что ты двлаешь?!» || А действительно ли... Сред. Юм. Аçу килте-и вара? А дома твой отец? || Будто. Нюш-к. Çав укçа (клад) кĕш(= хăш) чухне лаша е урăх япала пулса çӳрет пулать вара. || Однако, а. Альш. Вĕсене тивеймерĕ вара. Однако они остались нетронутыми (пожаром). П. П. Т. Калăмтенĕ сăмах мĕнле сăмахран та пулин тухат пулĕ-те, анчах эпĕ ăна пĕлейместĕп вара. N. Петĕр: выртма яратни килемей? тесе каларĕ, тет. Килемĕшĕ (старушка): выртасси выртăн та, эсĕ Иван тĕслĕçке вара, тесе каларĕ, тет. Сĕт-к. Çав Елекçин ним латăллă калаçни та çок вара. Перев. Вара (тогда) эпĕ: ку кам манпа пĕрле юрласа пырать? тесе ыйтрăм. — Эпĕ, тет,—Вара кам эсĕ? — Эпĕ санăн нушу, тет. || В таком случае, и тогда. Регули 1515. Мана пĕр . конлăх анчах парăр, вара çитĕ. Орау. Раштава сирĕн пата пыма юрать-и, килте пулăр-и? Çырăр çавна. Вара пырас. || Разве. Ч. С. Пĕр чĕрес сĕт нумай-и вара? N. Эс пасара каятним вара? || Уж не... ли. N. Пирĕн уччилни карташĕ хӳмине вут хыптарман-и вара? тетĕп. Я думаю: «Уж не подожгли ли забор двора нашей школы?» N. Кашкăрĕ калать, тет: тилĕ тус, эсĕ шăмасна (= шăмастăн-а) вара ман çие? || Едва ли... Альш. Качча кайиччен иккĕ-виççĕ а каяяççĕ-и вара хĕрсем хĕр-сăрие? Пĕрре-кăна кайнă, тиекенсем те пур арăмсен хушшинче. СТИК. Пуласса пулĕ те вăл хаçан-та-пулсан, эпĕр курмалла пулайăпăр-и вара ăна? (т. е. едва ли нам придется дожить до этого). || Да ведь. Кратк. расск. 24. Унтан тăванĕсене каланă: вара эпĕ И., тенĕ. || Потом... (с остановкой, при расскзе). Орау. Çан чухне çапла ятлаçрăмăр. Вара... çав çилĕпе, халь те чашлатса çӳрет (злится): пĕр-пĕр алла ӳнерĕп-ха, тесе калат, тит. || Выраж. подверждание, как русск. да. К. -Кушки. Эс паянах каятним ĕнтĕ? — Вара. Паян тухса кайсан, вăхăта çитĕп, тетĕп. Разве ты сегодня же едешь? — Да. Я решил, что если я выеду сегодня, то успею к сроку. Срв. ара. || С уст. накляну что же. N. Илин вара! Ну что же, если возьмет! || Дальше (чего-либо). N. Теччĕрен вара кăйман.

варкăш

(варгы̆ш), веять (о ветре), развеваться. Турх. Вĕçен-кайăк вĕçет, çил варкăшать. Торп-к. Пĕри (одна) калать тет: эпĕ, эс килеччен, çилсĕр-мĕнсĕр варкăшса тăракан ашăли(= ал-шăлли) тăвăп... Н. Карм. Кĕреçепе япалана хăмсарсан, çăмăл япала пулсан, варкăшша вĕççе каять. Дик. Леб. Унта çил варкăшса пырать те, кĕнеке хуçĕсене сире-сире, кĕнекине калать. МО. Хăйсенĕн куçĕсенче тĕттĕм çĕрте йăлтăртатса варкăшса вут çунса тăнă. N. † Кашта çинчи шор тотри çил варкашнипех вĕççенать (= вĕççе анать). || Замешаться. Изамб. Т. Пирĕн ача пасарта çынсем хушшинче варкăшса карĕ (замешался, потерялся). || Кишеть. Ст. Яха-к. Ту çине(л)ле катаран-мĕнтен пăхсассăн, халăх пасарти пек варкăшат. || Дуновенье ветра. Пшкрт. Алăк хопсан, варкăш полат (дуновение). Ib. Çорта варкăшпа сӳнчĕ. Хорачка. Алы̆к оз’ы̆ п̚олзан, варҕы̆ш кэ̆рэт (= çил).

варкăштар

понуд. ф. от варкăш. Изамб. Т. Тырă сăвăрнă чухне, çил варкăштарат. Турх. Мĕшĕн кайăк, çиле варкăштарса, икĕ çунатпа сулласа вĕçетĕн? Синъял. Сарă кĕрĕк аркине çил варкăштарса уçайтăр. Сред. Юм. Эпĕ, пит тарласан, тутăр варкăштарса, çил кăларап. Ib. Хлака çил варкăштарать. || Махать. Шибач. Тоттăрпа варкăштаратăп (вею, машу). || Качать. Чăвашсем 7. Çав такана епле варкăштарса ярат, çавăн пек ача, ăшĕнчен кӳп тухса кайтăр.

варлан

пачкаться, мараться. Альш. † Шурă Атăлтан тухнă шурă пулă выртать пасар варринче варланса. Сборн. по мед. 63. Вăл тутăрсене варланине-пĕр çунтарса ямалла. || Испражняться. О сохр. здор. Тата пирĕн хăш-хăш çынсем, тула çӳремелли вырăн тумасăр, ăçта килчĕ унта варланса çӳреççĕ. || В перен. см Никит. Манăн хамăн та утă нумай. Çын çаранне çитерсе (травя) варланатăп-и эпĕ?

Ваçка

личн. хр. имя мужч.; Василий. || Молодец. N. Ну вас’ка-мы̆лод’эц! Абыз. † Эпĕ ĕлĕк ваçкаччĕ: çич çул ямшăк хам чупрăм, пĕр турта пуç катмарăм, пĕр хĕр чут тытмарăм. || Ласковое обращение между близкими. Орау. Чураль-к. † Ах, ваçка, ох! тес; ыран каçпа мĕн, тес? Çур-çĕрте киле пырсан, мĕн тес (вроде: «ах, братец, что сказать?»). КС. Ваçка, обращение ко всякому (к мужчине и женщине). Ib. Тавай, ваçка, паян çавна тăвар! М. И. Петр. Ваçка çапла, ваçка. N. Вăл, ваçка, хăлхана кĕрсен, çынна та вĕлерет.

ват

вот. Хурамал. Ват эпĕ çăл чаврăм. Вот я вырыл колодец. Нюш-к. Вăл йăмахсĕм каласа култарачĕ. Ват ун пекки сахал! теççĕ (вот таких, как он, мало).

ватă пуçăмпа

ватă пуçăпа, ватă пуçĕпе, ватă пуçăмăрпа, ватă пуçăрпа, ватă пуçĕсемпе, на старости лет. СТИК. Ашшĕ ватă пуçĕпе, сухалĕ шуралнă пулсан та, килти ĕçсене, сухана, сӳрене хăй тăват, тет. Юрк. Вăл ватă пуçĕнче йĕннине курсан, пирĕн те тепле кăмăл хуçăлнă пек пулчĕ. N. Чăнласах та çавă тĕрĕс (это верно), ватă пуçĕпе те (и на старости) çын ӳкĕнет иккен... (досадует, что ему не удалось...). Сред. Юм. Ват пуçăмпа ача хĕнесе çӳреймĕп ĕнтĕ эпĕ. Ib. Ват пуçăмпа вăрра çӳрĕп-и ĕнтĕ эпĕ? Неужели такой старик, как я, буду воровством заниматься?

венчет ту

венчать. Коракыш. Эпĕ вара унпа венчет тутартăм (женился на ней). Г. Т. Тимоф. Венчет тунă кун çумăр пулсан, венчете кĕнисене йывăр пулат, теççĕ. Ильмово. Хĕрне вăрласан, хĕр ашшĕне-амăшне систермесĕрех, венчет тăваççĕ.

вервĕ

назв. обряда изгнания нечисти (злых духов). Хорачка. Вервĕ. Верве (sic!) косма. (Шăмат-кон), хӳел ларнă чоня, она тапраначчĕ каймашкăн яшсам. Вервĕ — мăн-кон, тĕттĕм полсан, каяччĕ верве (sic!) косма.— «Вервĕ косма каймалла шăмат-кон, çатăрма (трещетку) ямтăлас. Çатăрма туса, айта, каяс». Туайккине каяччĕ юачча (jуача) çиме; онта, юачча çисе пĕтсе — ачăр, каяс киле. Киле кисе.— „Атти-апи, мана шор кĕне(кэ̆бэ)-йĕм пар, эпĕ каятăп заутреняя“.— Туайккине вот хорса онта; вот хĕринче вот çине тытаччĕ кĕпе-йĕмне; она вот хĕррине силлесе пĕтерсе, осальня, киле килеччĕ. — «Осальă йол!» — Пилеш холăпала хĕрлĕ холă илеччĕ (= илеççĕ). См. вирĕм.

веçа

(веç+ав), вон, вона. Орау. Ве-еçа эпĕ çăлăннă чăрăш (удлинение зв. «е» указывает на то, что ель очень далеко от показывающего). Во-он та ель, на которой я спасся. Чебокс. Веçа, çавăнта темĕскер шурăскер (что-то белое) пур. Ч. С. Веç ав или веçа. Веç ав манăн шăллăм пырат (бежит). Ib. Веçа килет!

выля

(выл’а), играть. развлекаться. N. Кăмака çинче кушак вылĕ. (Ăшă). Сред. Юм. Вылчнă-çĕм, эпир çăмăр хôпăрланса килнине те сисмен. Орау. Вылямаллах çырса пăрахар-ха пĕрне. Давай напишем-ка так, играючи, одну статейку. N. Çав çурхат пек выляса кулма ирĕк пульмĕ-ши? N. Куç харши вылятчĕ. N. Выляни çитермес, тет, пӳрни çитерет, тет. Ст. Чек. † Ялти сарă хĕре эп тус турăм, ĕнтĕ вылясшăн мар, ай, илесшĕн. Я подружился с красавицей из своей деревни, — не для того, чтобы поиграть, а чтобы пожениться. Упа 705. † Мĕншĕн, ӳсес каччă пулса, савнă хĕрпе вылямас пур? Лашман. † Хам савни çывăхра пулсан, кунне çиччĕ кайса вылăттăм. N. † Эй, тантăшсем, тата пĕр-икĕ çул выляр-и? Качал. Çак Йăван инкĕшне пĕлмен, вылянă çак хĕрпе. Тайба Т. † Çырла шывĕ вăрлакан, шĕшкĕ айĕнчен тăракан, çын арăмпе вылякан питне намăс кӳрекен. Янтик. † Уччаскасем касса, уйсем турăм, теçеттине касса, çул турăм, юпах тихапа выляма. Макка 31. † Хĕвел анать выляса. В. Байгул. † Çӳлелле пăхрăм — тĕлĕнтĕм уйăхпа хĕвел вылянинчен. || О цепах во время молотьбы. Изамб. Т. Тăпаççисем ун чухне выляса-кăна пыраççĕ. || О мысли. Сир. 7. Ăс выляни (лукавые мечты) хыççăн кайса, нумайĕшĕ тăн-пуçран хавшанă. Ст. Чек. † Çак куштан хĕр хыççăн çӳре-çӳре, ăсăм выля пуçларĕ (ĕç енелле пăхас килми пулчĕ, хĕр-арăм çинчен яланах шухăшла пуçларăм). || О глазах. Пазух. Тусăм, туту кулать, куçу вылять, туррисем çыраç пуль пĕр çĕре. Альш. Çăварĕ кулат, куçĕ вылять, — епле матур хĕрсем пур! А. П. Прокоп. † Сирĕн куçăр пит вылять, кама савассине пĕлместĕр. Альш. Сиксе тухас пек тăрать выляса (большие глаза). || О воде. Н. Лебеж. † Такана çинче епле шыв вылять, ман çинчен сăмах çапла вылярĕ. || О пересудах. Собр. 400°. † Эпĕ пырас килсенче сăмах вылять, тиеççĕ. || О ветре. Тим. † Çӳлĕ тусем çинче урхамах, хӳри-çилки витĕр çил вылять. Юрк. † Пĕкки витĕр пĕлĕт вылять, çилхи витĕр çил вылять. Альш. Каша енчен çил выляканччĕ, тесе, каларăм, тесе калать, тет. || Играть (о музыкальном инструменте). Сказки и пред. чув. 76. Кунĕн-çĕрĕн выляма шăпăрĕ те парăнмасть. || Шутить. Ау 262°. † Пирĕн савни ӳпкеленĕ выляса каланă сăмахран. || Двигаться. В. Олг. N. Ура вылять. Двигается в суставе. Утар. Тĕреклĕ канатсемпе кăкарман ким хӳри шывра пĕр маях вылять. || Мерцать. Вопросы. Смолен. Çăлтăрсем пит ялтартатсан (вылясан), хĕлле сивĕ, çулла уяр пулат. Сред. Юм. Çăлтăр вылять. Звезда мигает. (Череп. мерцает). Пролей-Каша. Тул уяртса кайнă, çăлтăрсем выляса тăраççĕ. || Соirе (это значение устанавливается только из контекста; иногда здесь бывают возможны и другие истолкования). В. Олг. Пачăшкă пырчĕ мольчая и сăмовар лартрĕç. Ĕçрĕç; выляма тапратрĕç. Хĕрĕ калат: и-ох! тет, кĕçенет. Попĕ калат: тпру! тпру! тет. Чуратч. Арçӳри вăрманта пурăнать. Вăл хĕр-ачасем арçын ачасемпе вылясассăн пулнă ачаран пулат. Рак. † И, пус вылят, пус вылять, пус кутĕнче хур вылять; улмачăпар тӳшек çинче каччăпала хĕр вылять. Шишкин. † Поян çынăн ватă хĕр(ĕ)пе хам та виç хут вылярăм. Скотелеч. 28. Вылякан ĕне. || Строить козни. Ст. Чек. † Тăван, эс те инçе, эп те инçе: хушшăмăрта тăшман (ай) вылярĕ (враг устроил козни). || Избаловать. А. П. Прокоп. † Тула çинче мул вылять, çак тăвансем патĕнче кĕреке тулли чыс вылять. || Ставить на кон. Хурамал. Ну, салтак, хутаçна та вылятни? Ну, что, солдат, поставишь на карту и свой кошелек? || N. Çапла çамрăк ачасен хушшинче укçа выляма — пуçланă (они стали швырять деньгами).

выркала

учащ. ф. от выру. || Жать слегка, кое как. Чуратч. Сана хура чул тăвам, хам, майра пулса, сана выркаласа тăрам. Изамб. Т. Унпала пĕрле эпĕ тырă выркаласа пĕтеркелерĕм.

вырăн

место; местность. Ст. Айб. Выртсан, ут вырăнче: ларсан, черкке вырăнче. (Алăк). Яргуньк. Тăрсан, çăмарта вырăнĕ илĕп; выртсан, лаша вырăнĕ илет (sic! Кĕвенте). Альш. † Пĕкĕ те çук, ăсĕ те çук: ăс тăмалăх вырăн çук (у невесты). Т. П. Загадки. Тĕмĕн чухлă(= чухлĕ) вăрмана шăнăçмасть, пӳрт вырăнлĕх хире шăнăçать. (Сӳре). Истор. Халăх вырăнĕ-выранĕпе (местами) анчах пурăннă. Альш. † Вырăсла хапханăн вырăнĕ аслă, вырăспалан тутарсем кĕреймес. Пирĕн аттепелен анненĕн ячĕ аслă: пули-пулми çынсем кĕреймес. Кан. 1927, № 231. Кĕт сасă-чĕве пулсанах, чупса тухать: вырăнçех-и лаша? (на месте ли дошадь?). || Усаденное место. А. Альш. Ĕлĕкхи çынсен вырăнĕсем. Юрк. Ял вĕçне вырăн илсе, çурт ларттара пуçлат (строиться). Макка 209. Ие особенно мунчара пулать, тата вырăнта та пулать; вырăнта выльăх-чĕрлĕх хупакан çĕртре пулать. Могонин. Тепри уна хирĕç каларĕ: вот мĕн вăл киремет: помещик пак урăм çĕрте, вырăнпа пурнакан усал, терĕ. || Постель. Ст. Чек. Качча каяччен, унпа пĕр вырăн çине выртса пăхрĕç те, ним те тăваймарĕç. || Место службы, служба, должность. N. Оренбургра вĕренсе тухнă тăванĕ. Я çав хуларах гражд. гимназияна вырăна кĕчĕ. Юрк. Эсĕ çеминарире-вырăнта пурăннине эпĕ халичен те илтменчĕ. Истор. Хăй çапах та пысăк вырăна ӳкесшĕн тăрăшман. Юрк. Ку çулĕ (на этот раз) тата сана мĕшĕн вырăнтан кăларса ячĕç? || Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 13. Ĕмĕтленмен вырăнтан (неожиданно). || Польза. Сл. Кузьм. 91. Вăрланă укçа вырăна пымасть (не идет в пользу). || Основание. Юрк. Хурласа калаçмалăх (её) вырăн çук. Ib. Пĕртте усал сăмах калама та вырăн çук (нет основания). Ib. Ватă çынна хирĕçтерес мар, ун пек ырă çынна йăпатмалăх та вырăн пур. Ib. Вĕсем тĕлĕшĕнчен кăлăхах калаçма та вырăн çук (не стоит). || Место «на том свете». Ч. С. Турă сана аван вырăн патăр анчах (гов. умершему). N. Лайăх вырăн патăр. Макка 215. Ашшĕпе-амăшĕ калаççĕ: эй турă, пирĕн ывăлăмăра лайăх вырăн тупса парчĕ! теççĕ. || Домаш. ссоры до добра не дов. Санăн ăшу-чиккӳ вăркать, чĕрӳ хăй вырăнĕнче мар. Ты тоскуешь, у тебя сердце не на месте. || Гнездо (пчел). Торх. (Курм.). Хуртсем хăйсем вырăнне тасатаççĕ ама сысма.

вырăнаçтар

вырнаçтар, понуд. ф. от гл. вырăнаç. N. Ăçта кайма (зачем) нуммай лартса патăн? хырăма вырнаçтараймăп. (О кушаньи). N. Весене эпĕ хам вырăнаçтарса хăвартăм, тет старасти.

вырăна хур

почитать, принять во внимание. N. Эпĕ вĕсем каланине пĕтĕмпех вырăна хурса пытăм. || СТИК. Турă аван вырăна хутăр, (тенĕ вилĕм çинчен илтсен ĕлĕкхи чăвашсем). || Уплести (съесть).

вырт

(вырт), дежать, ложиться; развалиться. Альш. Этемсем выртайнă ун чухне (только что улеглись). N. Выртнă, развалился напр., на кресле. Пшкрт. Пошар чоня (= чухне) перĕн пӧрт çонасран аранак выртсолччă (выртсол’чы̆, т. е. выртса йолчĕ). В пожар наша изба едва устояла. Юрк. Çын выртат: месерле, ӳпĕне, хăяккăн, пĕшкĕнсе, каçăрăлса, авăнса, хупланса, тăсăлса. Изамб. Т. Хĕнени çитмен, тата выртма (в кутузку) янă (его). Конст. чăв. Хай манăн инкесем выртса макăра пуçларĕç. Сред. Юм. Выртакан çын ори орлă каçсан, выртаканни пĕчиккĕ полать, тет. (Народн. поверье). Орау. Асаннӳ выртнă (один раз или много раз) вырăна (постель) тула кăларса пăрахăр. N. Кайса ӳкрĕ те, каçченех выртрĕ вара (до ночи лежал). N. Выртрăм-выртрăм, аран выртса кантăм. Лежал, лежал — на силу отлежался. N. Выртрĕ те, хускалмарĕ вара каçченех. Удегся, и до самой ночи не пошевельнулся. N. Выртрĕ те, ик сехет хушши выртрĕ. N. Пĕр выртсан, тахăçанчченех (очень долго) выртат вара. Ст. Шаймурз. † Çуктăр ун çумĕнче выртакан. Альш. Тимĕрçĕ хытăрах итлет те, ача сасси тĕлне сирсе пăхат, тет. Акă пĕр çамрăк ача тапалалса йĕрсе вырта парат, тет. Учите детей. Çăмăллансанах, эрнесĕр (раньше недели) ĕçе пикенес пулмасть, выртарах тăрас (полежать подольше) пулать. Пазух. Çĕвĕçĕсем çĕвĕ, ай, çĕлеççĕ, çĕввисем çине выртса макăраççĕ; çĕвĕçсем мĕншĕн макăраççĕ? — çиелти арки кĕске пулнăран. Ядр. Пăлаки хӳхре ларнă чух Ахванаç выртса макăрчĕ, Мари, тăрса, сăх-сăхрĕ. Хыпар № 8, 1906. Çав канавăн аяккисем чалăшла ӳпĕнерех выртнăран шăшисем капан енелле те каçаймаççĕ, каялла та капанран тухаймаççĕ. || Ночевать. N. Выртма яратни, килемей? Пустишь ли, бабушка, ночевать? Ала 54. Вара эпĕ вĕсем çапла чарнăран: кусем хăйсемпе пĕр(ле) выртма исе каяççĕ пуль, тесе шухăшларăм. Ib. Кунта хăш тĕлте выртма пулĕ-ши? Изамб. Т. Пирĕн те пӳрт ирккĕн те, выртсан, вырт (если хочешь, ночуй). КС. Тен хăш чухне выртмаллах та килĕп-ха. Ib. Тен, выртмалла килсе, çĕр каçа-каçах та кайăп-ха. || Лечь спать. Орау. Çĕрĕк (вечер) час выртрăн-и (лег спать)? Пĕр вун сахатра (часов в 10) выртрăм пулĕ те, час çывăрса кайимарăм (или: çывримарăм). || В перен. см. N. Анчах унăн суту-илӳ тума чĕри пĕрте выртман (не лежало). Ч. П. Юлашки яшка çиекенĕн чĕри епле выртать-ши? Сред. Юм. Ăш выртмас. Не спокойно на душе. || Лежать в постели (о больном). Б Олг. Выртмăллах выртат-и? Он совсем болен? О сохр. здор. Ку чирпе чирленĕ чух ачасем пит йывăр выртаççĕ (оспой). Орау. Выртмаллах тунă. Избили до того, что не встает, хворает. || Лежать (в географ. см.). Гаас тăвĕнчен çур-çĕр енче выртакан Ефрем тăвĕ. Янорс. Шупашкар тепĕр айăккинке шыв та вăрман анчах выртать. || В соед. с нар. ахальозн. «бездействовать». Юрк. Килтисене, ахаль выртиччен, кирпĕç тума хушат. || Соire. Орау. Эп хĕр-арăмпа выртса курман (выртса пăхман). || Чăв. й. пур. 19. Паттăрăн пуçĕ выртнă, тараканăн йĕрĕ выртнă. Храбрец сложил голову, а трус проложил след (т. е. спасся бегством; срв. русск. посл. «не красён бег, да здоров»). || В см. вспомог. гл. Ч. С. Вăл, икĕ эрне чирлесе выртсассăн, вилчĕ. Ч. С. Ни шалалла кĕреймесĕр, ни тулалла тухаймасăр чӳрече виттĕр виçĕ кунччен пăхса выртнă (заколдованный колдун). Юрк. Çула тертленсе ĕçленнине хĕлле кула-кула çисе выртат. Орау. Пӳртре шыв виçĕ кунччен кӳленсе выртрĕ (или: тăчĕ). N. Пиçсе çитнĕ вăхăтра ыраш тинĕсри хум пек хумханса выртать. Кан. 1927, № 212. Эрех савăчĕ иртнĕ хĕлччен ним ĕç тума юрăхсăр ишĕлсе выртрĕ. Яргунък. Кайсан-кайсан, тата уйĕпех çунса выртакан вут тĕмине тĕл пулчĕ (он). Собр. Мулла пынă çĕре ача каллех чул катăкĕ пулса выртнă (обратился в камень), тет. Альш. Вăрри (вор) кăпăл-капăл вилсе выртнă (умер скоропостижно) Йӳç. такăнт. 18. Пӳлĕхçи темшĕн чуна илеймерĕ çаплах. Карчăк, вăн, вилчĕ те выртрĕ (вон моя жена умерла, и конец). Хыпар № 33, 1906. Пурте (улпутсем) хресчен ĕçĕнчен мĕнле-те-пулсан пысăкрах пай çаклатас тесе сыхласа, астуса выртаççĕ. Сказки и пред. чув. 29. Хăй пĕрен вăл çырманăн пĕр енне сарăлса выртнă (раскинулось) пысăкăшĕпе (о селении). О сохр. здор. Эмел сĕрсе е ĕçсе анчах выртаççĕ.

выртçа тăр

постоянно лежать; лежать пекоторое время. Изамб. Т. Выртса тăрат-и? Лежит, что-ли? (о больном). О созр. здор. Тата хăй (животное) выртса тăнă çĕрти пăх-шăкне те улăмне те выльăхĕпе пĕрлех шăтăка ярса хăварас пулать. N. † Выртас-тăрас вырăнне тӳшек сарса хуччăр-и. || Квартировать; иметь постоянное жательство. N. † Манпа варли сар хĕрĕ ăста выртса тăрат-ши? N. Уйра выртса-тăрса пурăнатпăр. Мы и днюем и ночуем в поле. Кан. 28, № 214. Выльăх шутĕнчех выртса-тăрса пурăнать. Пĕтĕмпех пыйтăланса кайнă. N. Выртма-тăма вырăн çук. Нет помещения для житья. К.-Кушки. Эпĕ пĕркун, ун патне кайсан, выртса-тăрсах пурăнтăм (днюя и ночуя). Çĕнтерчĕ 28. Иляккапа Кеорки выртса-тăрса пурăнакан пӳлĕм. Орау. Вăрман кăларнă (вывозили лес на склад) чухне, эпĕр Ешше-пуçĕнче йыс-ырнасам панче выртса тăтăмăр (т. е. ночевали несколько ночей).

выççăн

(выс’сы̆н), в голодном состоянии. Хыпар № 9, 1906. Анчах банк (= панккă) тăрăх илсен, эпир каллех выççăн лара пуçлăпăр. Ib. Вĕсен пăланĕсем (олени) вилсе пĕтсе, хăйсем выççăн аптăранă пирки, хăйсене-хăйсем вĕлерсе пĕтернĕ. Ib. № 37. Çапла ĕнтĕ унти халăхăн малалла выççăн ларас пулать. Ib. Ку хĕр-арăм выççăн вилнĕ-мĕн. N. Ахаль (иначе) эпир пурсăмăр та выççăн вилĕпĕр. Ч. С. Халччен эпĕ выççăн çӳременччĕ, халĕ ĕнтĕ выççăн та çӳреме лекĕ (придется). Ib. Тĕнчере пуринчен те хăрасан, выççăн та вилĕн (с голода).

выхăт

клад; место, где хранится клад. Чăв. й. пур. 36. Вăл выхăтра чăнах укçа пит нумай иккен, анчах вăл выхăт çын ыйтат, тесе кала, тенĕ. Ib. Пирĕн хирте пĕр тĕлте выхăт пур, анчах эпĕ епле илмеллине пĕлместĕп, тĕнĕ; эпĕ тĕлне хам кăтартăп, эсĕ епле илмеллине, мелне, ху туп, тенĕ. Ib. Ăна илессе ахаль илмелле мар пулĕ, унта мĕн-те-пулин кирлĕ, вăл выхăт çын ыйтат-и, выльăх ыйтат-и? Ăна Йехрим юмăç пĕлсе, каласа парĕ, тенĕ.

вил

умирать; дохнуть. Чăвашсем. Чăвашсем, çын вилсен, тăвакан йăла. Чăвашсем çын вилсен: ача вилсен те, пысăк çын вилсен те, чунĕ тухсанах, часрах чĕрĕ çăмарта ывăтаççĕ, ăна хĕвел тухăçĕ енелле ывăтаççĕ. Вăл çăмартана ак мĕншĕн ывăтаççĕ: çăмартана, çĕмĕрлесрен хăраса, епле çепĕç тыткалаççĕ, çын чунĕ те çавăн пек çепĕç пурăнмалла çĕре кайтăр, теççĕ. Çав çăмарта пек числанса пурăнмалла пултăр, теççĕ. Унта(н) вара, çăмарта ывăтсан, вилнĕ çын кĕпине çурса кăлараççĕ; ăна ахаль, хывса илмеççĕ, умăнчен çурса, сăкман пек хываççĕ. Ăна: çынăн чунĕ пӳлĕнсе ан тăтăр, уçă çĕрте çӳретĕр, тесе, çапла хываççĕ. Унта(н) çынна çума шыв ăсма каяççĕ; унта виççĕн каяççĕ, пĕри малтан курка тытса пырат, тепĕри вăта çĕртен хуран тытса пырат, (тата) тепĕри кайран витре тытса пырат. Унтан вара çав курка çине те, хуран çине те, витре çине те, шыв тултарса килеççĕ. Вăл шыва хуранпа çакса ăшăтаççĕ те, вара çынна çума тытăнаççĕ. Ăна хăшĕ хăй çемйипех çăват, хăшĕ тытса çутараççĕ. Ăна çăваççĕ супăньпа, пĕри çуса тăрат, унти çынсем пурте пĕрерĕн-пĕрерĕн шыв яраççĕ; ăна, куркана тытса, тӳртĕн яраççĕ. Унтан, çуса пĕтерсен, вара тумлантарма тытăнаççĕ. Малтан тăхăнтараççĕ кĕпе-йĕм, унтан сăкман, пиçиххи çыхаççĕ, алса, калпак тăхăнтараççĕ те, вырттараççĕ вара; унтан пĕри тупăк тăват, пиллĕкĕн-улттăн алтма каяççĕ. Тупăк туса пĕтсен, ăна илсе кĕнĕ чух пӳртри çынсене пурне те тула кăлараççĕ, пӳрте пĕр çын та хăвармаççĕ. Тупăк хыççăн вара пурте кĕреççĕ. Вăл тупăка илсе кĕнĕ чух тула тухмасан, пӳрте юлакан вилет, тет, вара. Унта çынна тупăк çине вырттараççĕ; ăна вырттарнă чух, çынна тупăк тĕлне тытса, виççĕччен: ан хăра, ан хăра! тесе, суллаççĕ те, вырттараççĕ вара. Унтан, пупа илсе килсе, кĕл-тутараççĕ; пуп кĕл-туса кайсан, часрах вут хутаççĕ те, икерчĕ пĕçереççĕ, тата пĕр чăх пусаççĕ; унтан, икерчĕ пиçсен, хывса тăкаççĕ те, тупăк патне пырса, сасă кăлараççĕ: йĕп пек çĕр çурăлчĕ, йĕп тухрĕ, сан тĕлĕнчен кун пĕтрĕ, тесе. Çапла тусан, вара пытарма илсе каяççĕ; пытарма илсе тухиччен, кăмакара чул хĕртеççĕ, ăна вара хапхаран илсе тухсанах, çав хĕрнĕ чула вăсем хыçĕнçен ывăтаççĕ. Вăл чула: ырă усал сирĕлтĕр, кунта ан юлтăр, хăйпе пĕрлех кайтăр, тесе, ывăтаççĕ. Масар çинче, шăтăка янă чух, тупăка шăтăк тĕлне тытса, виççĕччен: ан хăра, ан хăра! тесе суллаççĕ те, вара шăтăка яраççĕ: ярсан малтан çĕр пуçланă чух хăпартса хунă тăприне: пил ту, пил ту, тесе пăрахаççĕ. Унтан вара тăпра ишеççĕ. Тăпра ишсе таптасан, çав шăтăк умне вут чĕртеççĕ, хăйсем пурте, умлă-хыçлă тăрса, шăтăк йĕри-тавра виçĕ хут çавăрăнаççĕ; çавăрăнса çитсен: эпир сана асăнах тăрар, эсĕ пире ан асăн, теççĕ те, вара, каналла пĕртте çавăрăнса пăхмасăр, утаççĕ. Унтан, киле çитсен, алăк умăнче çав пытарма пынисем пурте пичĕсене-куçĕсене çуса кĕреççĕ. Вăсем кĕнĕ тух, пӳртрисем пурте тула тухаççĕ, вара вăсем хыççăн кĕреççĕ. Унтан вара çав çĕр пуçлакана, тупăк тăвакана пĕрер тутăр параççĕ. Хĕр-арăм вилли пулсан, пурне те пĕрер тутăр параççĕ. Çапла парсан, вара икерчĕсем те, хай пуснă чăхха та хыва-хыва çиеççĕ. Çисе тăрансан вара: хуйхăр харам пултăр, тесе, тухса каяççĕ вара. Ун чух хыçалтан ăсатма тухмаççĕ вара. Унтан вара тепĕр каç: çиччĕшне тăватпăр, тесе, пĕр сурăх пусса, тата икерччĕ пĕçерсе хываççĕ. Тата та пумилкке тăвиччен, кашни эрне-каç хывса тăкаççĕ. Пумилкке тăвас уммĕн, эрне-каç, мунчна хутаççĕ те, пур ăратнесемпех мунча кĕреççĕ. Унта çав вилнĕ çынна тухса кăшкăраççĕ: мунча кĕме кил, тесе. Мунчаран ытти çынсем тухсан, пĕри кая юлат та: вилнĕ çынна мунча çапатăп, тесе, милкĕпе лапка çине çапат. Унтан: ак сан шыв, ак милкĕсем, тесе, лапка çине шывпа милкĕсем хурса хăварат. Киле таврăнсан вара, сурăх пусаççĕ, пĕр чăхă пусаççĕ те, тата икерчĕ пĕçереççĕ. Аш пиçсен, икерчĕ пиçсен вара: сан(а) юлашки эрне-каç тăватпăр, тесе, хыва-хыва çиеççĕ вара. Çапла тусан, шăмат-каç пумилкке тăваççĕ, е тунти-каç тăваççĕ. Чăвашсем тирпейсĕр вилнĕ çынна масара чиктермеççĕ; шыва кайса вилни, çакăнса, çапса пăрахни пулат-и унта, вăсене масара чиктермеççĕ, ун пеккисене масарă чиксен, çумăр та çумаст, тырă та пулмаст, теççĕ. Ăнсăртран масара чикнĕ пулсан та, ăна вăрттăн кăларттараççĕ. Пĕлтĕр кукша Кĕркурийĕ çакăнса вилнĕ, тет; ăна çемйисем, çынна систермесĕр, пупа кĕл-тутарттарнă, тет те, масарах çикнĕ, тет. Ăна вара кайран сиссе: çумăр çумаçт тесе, масартан кăларса, çӳле урăх тĕле чикнĕ, тет. Ун пеккисене чикекен вырăн урăх тĕле тунă, унта ĕнтĕ эп астăвасса пилĕк çын чикрĕç. Çав Кукша Кĕркурийĕне масартан кăларса тикме харсăр çынсене пĕр витре эрех те виçĕ тенкĕ укçа панă, тет халăхпа. Зап. ВНО. Хĕрсĕр хирте вилмен, ывалсăр вăрманта вилмен. (Послов.). Т. М. Матв. Вилнĕ, тенине: тăвар сутма кайнă, теççĕ. Вместо того, чтобы сказать: «умер», говорят: „отправился торговать солью“. N. Пĕр çын çĕрле тухнă та тула, чут хăраса вилсе кайман (чуть-чуть не умер). N. Кайран ашшĕ те вилес пулчĕ, тет. Юрк. Ашшĕ виле пуçланнине илтсен... Услыхав что умирает отец. Етрух. Чăваш вилсен, епле тирпейлесе пытарни. Чăваш вилес уммĕн хăйне кам çумаллине каласах хăварат: тупăкне кам-кам тумаллине, тата шăтăкне кам-кам чавмаллине, е малтан юратнă çынна çĕр пуçлама. Унта хай çын вилет; уна çăвакансем шыв ăсма (каяççĕ). Пĕри хуранне çĕклет, тепри витрине илет, тепри алтăрне илет; каяççĕ вара çăл вутне. Унта вара, витрипе ăсса, хуранне тултарать, тата алтăрне тултарать, вара витрипе ăсать. Пурне те тултарсан вара, çăл кутне виçĕ сĕвем çĕлем-çип (= çĕлен-çип) вĕçĕмрен чăсса (= тăсса) пăрахаççĕ; уна пăрахнă чухне калаççĕ: эй, пиллетĕр; çулĕ чипер, канăçлă пултăр; чунĕ çак çип пек тӳр çулпа канлĕ вырăна кайтăр! — Вара çав виçĕ савăчĕпе те шыв ăсса тавăрнаççĕ. Вучаххине пысăк хуран çакса, пур шыва та унта яраççĕ, ăшăтма; çăвма тытăнаççĕ. Вилĕрен кĕпине çурса хываççĕ, вара пĕри шывне ярать вилĕ çине, иккĕшĕ çăваççĕ. Çăвсан, уна таса шурă кĕпе тăхăнтараççĕ, вара тупăкне вырттараççĕ. Вара унта мĕн пур çынна 3 сĕвем çĕлем-çип параççĕ: çулĕ ăнтăр, (тесе). Вара, нумай-и, сахал-и вăхăт иртсен, чиркӳне пӳртрен илсе тухаççĕ; пӳртне пĕр çын та юлмаççĕ, пурте ăсатма кил-картине тухаççĕ. Унтан, ăсатса ярсан, каллех пурте пӳрте кĕре-кĕре тухаççĕ. Хĕр-арăм вилсен, кăмака умне хуран çаккине пыра-пыра пăхаççĕ: сулланмасть-и? Ĕлĕк, хăй пурăннă чуне, хуран çаккине, ир тăрсан та, каç пулсан та, уна тытман кун иртмен те-ха; мĕн тăвăпăр ĕнтĕ? Калаççĕ уна. Виле илсе тухсан, унăн чунĕ хуран çаккинчен усăнать пулать вара; вилесем уна темĕн чухлĕ йышлăн тытса тухаççĕ пулать, вара хуран çакки сулланать пулать, теççĕ. Пурте, çавна пăха-пăха тухса, килĕсене кайса пĕтеççĕ. Арçын вилсен, алăк патĕнче ярхах пулать, çав йăрхахран уснать пулать унăн чунĕ. Унтан вара çапла тата шăтăка янă чухне: ан хăра, ан хăра! теççĕ. Тăприне ярса пĕтерсен, аякка саланнине питĕ тĕплĕ пуçтараççĕ; ун тăприне лайăх пуçтармасан, хăйне пуçтарттарать, теççĕ. Вара, çапла ĕçлесе пĕтерсе, тавăрнаççĕ: калла ан çавăрăнса пăхăр, теççĕ. Калла çавăрнса пăхсан, çав çын хăй çулталăкчен вилет, теççĕ. Унтан таврăнсан, мунча кĕреççĕ. Мунчара ăш памаççĕ; çавăн ĕçне тунисем кăшĕ (= хăшĕ), астумасăр, ăшши чул çине парсан, тепри уна калать: мĕн-ма ăшши патăн? виле лери тĕнчере вĕтелеççĕ, тет, Вара вăл хăй калать: ах, астăвмарăм-çке эпĕ! Часрах пĕр курка сив шыв ăсса, алăкне чашт! сапать; вара виле вĕтеленĕ çĕртен сивĕтрĕç, тет, пулать. Çапла калаçаççĕ ваттисем. Орау. Вăсам кушака чĕррине пуçтараççи, вилнине (так!) пуçтараççи? — Ăна-кăна пăхмаççĕ, чĕррине те виллине (так!) те пуçтараççĕ. N. Ăстан вилен-ке? Макка 187. Вилнĕ çын çулĕ — нитки, бросаемые после смерти человека. Сред. Юм. Пĕрре Атăла кая парса, вилес сĕртен йолнă-ха еп (избавился от смерти); тепĕр кайсан, тôхаймастăл поль вара. Сала 71. Ача калах вилес пек макăрма пуçларĕ, тет. Зап. ВНО. Вилес карчăкпа кайăс хĕр пек (намек на сказку). Истор. Иванăн çар-пуçлăхĕ Курбский, хăй ушкăнĕпе вĕсем патне кайса, вăрçа пуçланă та, лешсем вилекеннисем вилнĕ, мĕн юлнă пеккисем вăрмана тарса пĕтнĕ. N. Вилекен хуралçă, покойный караульщик. Альш. Тата пурăнсан, старикки вилме патне çитет, тет. N. Вилме пуçтарăннă çын, умирающий. N. Вилме каян (каякан) пуйса килнĕ, пуймă каян (каякан) вилсе килнĕ, теççĕ. Юрк. Вилме-кайĕ (= вилин)! Так что же, если он умрет! Янтик. Вилнĕ çынна чĕртмелле ку! (Çĕçĕ е пуртă пит мăка пулсан çапла калаççĕ). Альш. Вилнĕ-вилмен выртат. Находится в опасном положении (больной). Ib. Вили-вилми выртат. Находится в безнадежном положении (больной). Б. Яуши. Пӳртрисем пурте вилнĕ пекех çывраççĕ, тет (спят мертвецким сном). Орау. Хĕнесе, вилнĕ пекех тунă. Хĕнесе, вилес патнех çитернĕ. Избили до полусмерти. Ядр. † Ай, çырлахах, карчăксем, шăтарас пек пăхаççĕ! — вилнĕ шапа куçĕпе вилнĕ сурăх кĕлетки. Юрк. Эсир вилнисемшĕн ан хуйхăрăр ĕнтĕ. Вы уж не горюйте об умерших. N. Кăмака çинче выртнă çĕртрех вилсе кайнă. Хăр. Пăль. 8. Вилсе порăнни-мĕн эсĕ çак таранччен? Ты что, мертвым, что-ли, был до сих пор? N. Мĕн тăвас тен ĕнтĕ, эсĕ: упăшку вилсе карĕ, ачу-пăчусем çук? — Мĕн тăвас тен, вилĕ тухнă йăлисене иртсерсен качча каймалла пулĕ, теп. Юрк. Хăйсем пурăннă-çемĕн вилеççĕ, пĕтеççĕ (= вилсе пыраççĕ). N. Эпĕ хам хĕрĕме çичĕ арçынна çитиччен патăм, анчах çиччĕшĕ те, ун патне кĕрсен, туй каçах (= каçех) виле-виле выртрĕç. Орау. Эсĕ вилним, ачу мĕн тунине курмастăн? Что ты, умер, что-ли, не видишь, что делает ребенок. Сред. Юм. Шыв хĕрĕнче пĕр-май ашкăнса çӳренĕшĕн шывва кайса вилме-чĕ кô! Актай. Хĕр ачи, çĕррине тăхăнсанах, вилсе выртрĕ, тет. Орау. Вилмесппех (так!) вилсе карĕ (умерла со словом: „вилместĕп“). Ib. Вилĕпин, вилеп, урама таттармасп (= таттармастăп). Якейк. Хытă çилейсен, ваттине те çамрăккине те: и-и, вилме маннă пуçна! теç (чтобы тебе околеть!). Ib. И, вилнĕ корак (или: сысна, или: сорăх, или: çын)! çана тăвимастăн! Слеп. Хăнча вилĕн-ши! (брань). Ib. Вăл вилсессĕн, виçĕ мăшăр çăпата çĕтесчĕ манăн, онтан йолсассăн! N. Виличченех чăваш чĕлхипе асапланчĕ. Якейк. Вилчĕ-вилçех! Все-таки выполнил желанне умереть! Сред. Юм. Вилет, 1) умирает, 2) очень страдает, 3) очень любит. Якейк. Апат çиса (ударение падает на слово „çиса“) вилмелле! (пища очень вкусна). СЧЧ. Эпĕ астăвасса тата пнрĕн пĕр ача чирлерĕ те, вилессе çитрĕ. Курм. Вилсе тохса карăн, йолашки санă çорта çути кăтартатпăр. Карине-малтине ан шокăшла. Эпир асăнар, эс ан асăн. Пиршĕн (-пирĕншĕн) торра кĕл-кĕле. Алан, улăм, эп аланма калам; аланмасăр ан порăн, чипер аланса порăн, чипер ĕçлесе порăн, çăпатуна ту. Халăхран ан уйăрăл, халăха ер. СПВВ. ПВ. Вилнĕ чунăмпа анчах кăласра лараттăм (трусил). N. Вилес пек (до упаду) кулаççĕ, ахăраççĕ, ташлаççĕ, сиккелеççĕ. Исп. Вилес пек ӳсĕрĕлеччен ĕçмерĕн-и? Кан. 1928, № 149. Карчăк хальхи вăхăтра вилес пекех (при смерти). N. Виç эрнерен мунча кĕтĕмĕр те, çан-çурăм канса вилнĕ пек пулчĕ (тело разомлело от бани). Туперккульос 33. Кун-каçа вилес пек (до изнеможения) кăçкăраççĕ. N. Урăх ачасем пухăнчĕç те, кулса вилеç (хохочут до упаду) ачаран. Юрк. Чăнласах та кунта пуринчен те кулса вилмелле-çке! Абаш. Конта ӳксе вилĕн! Здесь разобьешься (напр. на льду). В. Олг. Соташшăн вилеччĕ (вилеççĕ). Страшно хотят продать. Ч. С. Эпир аннепе макăрса вилетпĕр анчах (горько плачем). КАЯ. Акка урнă йăтă айĕнче макăрса вилет (так и плачет). Çĕнтерчĕ 33. Пирĕн вилмест. Вилмелле тăватпăр-и вара? || Потерять чувствительность. Альш. Нумай эрех ĕçекенĕн çăварĕ вилет, мĕн сыпнине сисми пулат. || Увянуть (о растениях). N. Паянхи вĕрипе çĕрĕк (вечор) сапман копăстасĕм чистах вилсе пĕтнĕ.

вилĕм

смерть, кончина. N. Вилес вилĕм пур çĕрте те пĕрех. N. Вилĕм куçа курăнса килмес. (Из письма). Книга для чт. 9. Хăшăнне (= хăшинĕнне) çамрăкла амăшне вилĕм килсе илсе каять. Ал. цв. 6. Мĕншĕн эпĕ унта вилĕм шыраса каятăп-ха? Зачем я пойду туда искать себе смерти? Ала 18. Вăл хăй айăплă пулнă пулсассăн, турă ăна çав тĕрлĕ вилĕмсенчен хăтарас çук (её). Ой-к. Çав ăстарикăн (= старикĕн) вилес вилĕмĕ çитнĕ (пришло время умирать). Собр. Вилĕм хĕрлĕ, теççĕ. (Послов.) N. Кона вилĕм час тивес çок. До этого не скоро коснется смерть. Ч. С. Пырса кĕрекене (чужих людей): мур ертсе килет вăл, тесе, çавăнтах çапса ӳкерсе, вилĕм хакне ӳкереç. (Хĕр-сухи). Псалт. 72,4. Вĕсен вилĕмĕнче ырра вĕренмелли çук, вĕсене хĕн кăтартни нимĕне те вĕрентмест. Сред. Юм. Ĕнер она хĕнесе вилĕм хакне ӳкернĕ те (избили чуть не до смерти), паян пăртак ôраланнă та, каллах çынпа вăрçса çӳрет. Н. Седяк. Вилĕм. Çын чунĕ тухсанах, кăмака çамкинче хăрăмпа çăмартана кашни хуратса, масар енелле ак çапла каласа ывăтаççĕ: çăмарта пек выляса кай, теççĕ. Çын вилсен, кăмака сакки çине япала лартмаççĕ, çын та лармас, унта вилнĕ çыннăн чунĕ ларать, теççĕ. Пĕр-пĕр çын вилсен, унăн хурăнташĕсем, ăна пĕлекен çынсем салат илсе пыраççĕ сăра тума. Çакăнтан вара ик-виç тĕрлĕ ĕç пуçланать: хĕр-арăмсем сăра тăваççĕ, макăра-макăра кĕпе çĕлеççĕ. Арçынсем тупăк тăваççĕ, хăшĕ çыннăн ӳтне çăваççĕ. Тупăк ăшне милĕк сараççĕ, пуçĕ айне кивĕ тумтирне хураççĕ. Тупăк ăшне çын ӳтне хунă чух: акă сана шурă пӳрт, теççĕ. Унăн какăрĕ çине хĕреслетсе пурçăн хураççĕ. Пурне те хатĕрлесе пĕтерсен, батюшка хушнă тăрăх, чиркĕве илсе каяççĕ. Кĕл-туса пĕтерсен, масар çине илсе каяççĕ; унта тупăк тунă чухне тухнă турпасĕсене те илсе кайса, масар патне тăкаççĕ. Хăшĕ çĕклесе каять, хăшĕ лашапа турттарса каять. Пĕкĕ çумне сурпан çинчен çыхакан тутăра çакаççĕ. Çын ӳтне шăтăка хураччен, пĕр-икĕ пус укçа; «çĕр укçи», тесе, пăрахаççĕ. Унтан вара тăпра яра пуçлаççĕ; унăн тăприне пурте таптама тăрăшаççĕ. — Тăпру çăмăл пултăр, ыр вырăнта вырт, теççĕ. Пытарса пĕтерсен, хĕрес кутне çăкăр татса: умăнта пултăр, тесе, пăрахаççĕ. Вилнĕ çынна çĕклесе кайнă наçилккесене (носилки) çавăнтах пăрахса хăвараççĕ. Пытарма кайнă çынсем таврăнсан, пĕр(и) пусма çине шыв илсе тухса ыйтать: кăçта карăр? тет. Лешсем: харам ĕçе карăмăр, теççĕ. Унтан вара пурте аллисене çăваççĕ те, тӳрех, пӳрте кĕмесĕрех, унччен хутса пултарнă мунчана каяççĕ. Çын пытарма кайнă вăхăтра киле юлнă хĕр-арăмсем, пӳрте тасатса, икерчĕ пĕçерсе, чăхă пусса, мунча хутса хураççĕ. Мунчаран таврăнсан, вилнĕ çынна хываççĕ (икерчĕ татса пăрахаççĕ); умăнта пултăр, теççĕ. Ĕçеççĕ, çиеççĕ; унтан вара пытарма пынă çынсене икшер-виçшер сĕвем çĕлен-çип параççĕ; çав çипне вĕсем пиçикки çумне çакса каяççĕ. Вилнĕ çыннăн чунне тамăк хуранĕ урлă çĕлен-çип тăрах каçараççĕ, тет. Çынсене панă çип те çавна анчах пĕлтерет. Тунă сăрине кашни эрне-каç, вилнĕ çынна хывса, асанса, ĕçеççĕ. Кашни эрне-каç çынсем икерчĕ, çурта тума ăвăс илсе, пыраççĕ. Аслă пумилккене Чăвашсем вăтăр кунтан, хĕрĕх кунтан е икĕ эрнеренех туса ирттереççĕ. Аслă пумилккеччен кашни эрне-каç, алăк патне сĕтел лартса, пĕрене çумне çуртасем çутса, чашăк çине хываççĕ. Пуш чашăка çуртасем айне, пĕрене çумне, сак çине лартаççĕ. Çав çашăк çине сĕтел çинчен пĕрер татăк, пĕрер кашăк апат яраççĕ: умăнта пултăр, теççĕ. Сăра хывма урăх савăт, чашăкпа юнашарах, лартаççĕ. Пурте хывса пĕтерсен, кăларса, урам хапхи тул енне тăкаççĕ. Тăкнă яшка-çăкăра йăтăсем çисе яраççĕ. Вилнĕ çын умне пĕр япала та юлмасть, анчах чăвашсем: вăл унăн шăршипе тăранса пурăнать, теççĕ. Тăкнă яшка-çăкăр шăрши вилнĕ çын патне çĕр витĕр каять, теççĕ.

вилтер

(дэр), дать умереть; употр. только в таких предл., как следующ. К.-Кушки. Эпĕ вилептĕр ахăр час. — Эпĕ сана вилтерĕп!... ачусем мĕн чухлĕ те... Я, наверное, скоро умру. Я тебе дам умру!. . с такой-то кучей детей... (Говорит жена мужу).

вир

верх. Альш. Кайрăм эпĕ вăрмана, пытăм эпĕ йĕлтĕрпе, шак вирелле юхайрăм.

вире

подъем в гору. Ст. Семенк. Ивановккăна каяс тесен вирене (в гору) хăпармалла. || Край, где живут верховые чуваши? См. вĕрле. Альш. † Каймăтăм эпĕ вирене, унта суйлат, теççĕ, тӳрене. Мана суйламĕçин, суйламĕç, эпĕ çапах кайăп сӳрене (scr. çӳрене). Образцы 98. Виререн вĕрет сивĕ çил, ыраш пуçахĕсене çав тăкать. Собр. † Вире енчен çил вĕрет, ыраш шăркине çав тăкат; çичĕ ютран сăмах килет, пирĕн куççулне çав тăкат. (Хĕр-йĕрри). || По сообщ. И. С. Семенова, в Чист. к. (д. Чув. Майна) «виререн килнĕ» — пришел из какой-то части чувашского края, как будто из области верховых чуваш. Городище † Вире-ялĕнче пĕр хĕр пур, вуник вĕлле хурчĕ, пур. Вуниккĕ мар, вуннă та çук-пирĕн савни кунта çук. (Стар. песня; значения слов «вире-ялĕнче» здесь не знают).

вирлĕ

efficax, острый, бойкий, стремительный, крепкий, сильный, смелый, приятный, чувствительный. Употр. и в наречном см. Хăр. Паль. 31. Çăмăр, вĕтĕ етресем пек, вирлĕн анать. КАЯ. Эпĕ çак ачана чĕлхе вĕрсе тӳрлетме килнĕ; ман чĕлхе вирлĕ пултăр, чăваш чĕлхи çармăс чĕлхи пек вирлĕ пултăр. (Из наговора). Сред. Юм. Тилхепене пит вирлĕ явнă та, саççим хутланмас та. Ib. Вирлĕ утрăм. Кинул изо всей силы. Пшкрт. Вирлĕ сомак каларă мана (приятное слово). Шибач. Вирлĕ йăтать (смело). Н. Курм. Кантăра вĕçне чул çыхса утсассăн, пит вирлĕ каять. N. Куç пăсăлса ларчĕ, халь те вирлĕ пăхмалла мар. Ст. Чек. Мăшкăласа тăр-ха тата, паçăрхинчен вирлĕрех парăп (еще чувствительнее ударю). Шурам-п. № 22. Вирлĕн çупса пырать. Быстро подбегает. Альш. Тутар япали, тутар сăмахĕ пит вирлĕ (имеет ситу, влияние) чăвашра. Орау. Вирлĕ калатăн, теççĕ çынна (побеждаешь словами, прошибаешь насквозь). Ib. Лашана пушăпа хытă тиверсен: питĕ вирлĕ (чувствительно) тиврĕ, теççĕ. СПВВ. ФИ. Вирлĕ = пит хăватлă, вăйлă. Тюрл. Вирлĕ лекнĕ она (тяжело захворал). Ч. С. Ватă-вĕтĕсене ыраттармаллах çапмаççĕ, çамрăк çынсене хăш чухне темĕн тĕрлĕ вирлĕ тивертеççĕ. (Вирми). В. Олг. Вирлĕрех çап. Ударь почувствительнее. N. Он халапă вирлĕ, çитет (исполнится). Регули 1406. Утсене вирлĕрех тивер. Ib. 1407. Ку пушă вирлĕ çыпăçмала. Ib. 1408. Пăснине вирлĕрех сорса парас (о наговоре). Ходар. Тĕтĕрессе куç чĕлхине вĕрессе сĕре çынна тутармаççĕ; ăна пĕр-пĕр вирлĕ чĕлхеллĕ, сиплĕ çынна анчах тутараççĕ. N. Анаталла аннă чух аннăçем вирлĕ анатăн (скатываешься все сильнее и сильнее). Сир. 120. Вирлĕ чĕлхеллисен (остроумных) чĕлхине çĕттерет, ватă çынсене тăнран çухатать. Пшкрт. Ах, вирлĕ турăм! Ах, хорошо я сделал!

виртле

дразнить (иногда — показывая язык), раздражать. Сред. Юм. Чĕлхене кăларса кăтарсан (= кăтартсан): виртлет, теççĕ. N. Хĕр-çуммисем кĕрӳ патне виртлеме кайма хатĕрленеççĕ. Бюрг. † Ялта ятлă çын пулсан, пилĕк пуспа ан виртле, вунă пусна ан хĕрхен. Тет. Чарăнса тăрса (остановившись), чĕлхине кăларса, виртлесе юлчĕ. Янтик. Виртлес — драянить языком или словами. Макка 122°. Паян эпĕ сывмар, тесе, суеçтерсе виртлесе... Псалт. 34,16. Виртлемелли пех виртлерĕç. С. Тим. Хăта чунне виртлетпĕр, хĕрне илсе каятпăр. Ib. Чунне виртлес, раздражать слегка. Т.-И.-Шем. † Çӳл кĕлетĕн чӳречи уçатăр та хупатăр, пирĕн чуна виртлетĕр. Стюх. Хыпар ятăм леш касса: килччĕр, терĕм, вылляма. Килмерĕç те тумарĕç, ахаль чун(4)ма виртлерĕç; ахаль чун(ă)ма ан виртлĕр, хăр чунăрта виртленнĕ. М. Яльч. † Салам ятăм тантăша: тухтăр, терĕм, выляма. Тухмарĕ те тумарĕ, ахаль чуна виртлерĕ (раздразнила). Образцы. Çамрăк пуçа асла та, ай, хурас мар, ваттисенĕн чунне виртлес мар.

вирхĕн

то же, что виркĕн. См. вăрхăн. Сред. Юм. Чопса тохрĕ те, вирхĕнчĕ анчах, котне те корса йохаймарăм. Ib. Пирĕн олмана вăрласа тохнă та, мана хирĕç вирхĕнсе (торопясь) чопса охать. Альш. Юлташ панчен тухрăм та, киле вирхĕнтĕм-кăна („стремительно бросился бежать; тонкое рассечение воздуха“ у КС ĕрхĕнтĕм). Ib. Упа вирхĕнсе тухса кайрĕ, тет, алăка перĕнсе. Альш. Вăл ачасем каласан, эпĕ вирхĕнсе тухса кайрăм, тумтир тăхăнкаласа. М. Васильев № 3,37. Пĕлĕт çинчен вирхĕнсе шăханлăха анать, тет. Сред. Юм. „Вирхĕн = вирхĕнтер“. Сунт. 1929, № 9,5. Туран (сверху) ним сасăсăрах вирхĕнсе анать (прахут).

виç

(вис’), весить, мерить, измерять, снимать мерку. Якейк. Ĕнер эп хама виççе (scr. вĕççе) пăхрăм та, 5 пăт тортрăм. Вчера я взвесился, и вытянул 5 пулов. Ир. Сывл. 31. Тĕнxе ыйхине вĕсем виçсе тăраççĕ (измеряют). Ала 86°. Чиккине виççе илчĕç (вымерили) те, тăратрĕç кусем ухсах карчăкпа ухсах чанана. Сюгал-Яуш. Пӳртре эпĕ мăн пуллине виçрĕм те (взвесил), сакăр кӳренке туртрĕ. Беседа чув. Хĕвел çавăрнăш, кĕленкĕрсем, тата ытти япаласем те виçе-виçе янă (отвешивали). Б. Яныши. Пирĕн шур урлă виççе каçмалла пулчĕ. Н. И. П. Мана виç. Сними с меня мерку. К.-Кушки. Паян мана çĕвĕçĕ тумтир çĕлеме (касма) виçрĕ. Сегодня портной снял с меня мерку. Б. Яуши. Çиччĕ виç те, пĕрре кас, теççĕ. Семь раз отмерь, один раз отрежь. (Послов.). СТИК. Виççе пырат. Широко шагает. || N. Таçтан виççе кăларнă ĕнтĕ ку еврей пупĕсем хăйсен туррин кăтрисемпе пӳрнисене, тесе, такам та шухăшламалла кунта.

виççĕмĕшне

в третий раз. Юрк. Пĕрре кайрăм кĕлле, иккĕ кайрăм эпĕ кĕлле, виççĕмĕшне каймарăм, турра çурта параймарăм.

вит

проникать, врезываться. Старак. Ку хурăна ниепле пуртă та витеймĕччĕ. N. Шăл витет (хыт япалана). N. Унăн шăл витет (= çынна сăмахпа çĕнтерет). Хора-к. Куç курать те, шăл витмест. (Послов.). || Проникать, промочить, просачиваться; пронимать. N. Шыв витет. Вода проникает. Ч. П. Сăсар тирĕ кĕрĕке çăмăр витмес, тееççĕ; леш кассенĕн каччисем, тӳре умне тăрсассăн, сăмах витмес (не могут убедительно говорить), тееççĕ. N. Ивана тула шыв çине (на мокредь) ан кăлар, шыв витсен, пăсăлат. Утар. Тавара шыв витнĕ. Ib. Кута шыв виттĕр(ĕ) [или: çаппăр(ĕ), т. е. промокла]. Н. Седяк. † Шăпăр, шăпăр çăмăр çăвать, шурă курница тăрне йĕпетет; унăн тумламĕсе(м) пăт, пăт тăваççĕ, 12 хут пустава çав витет; пирĕн кӳршĕ-аршă пит элекçĕ, çамăрк (siс!) чĕре варне çав витет. Ст. Чек. Ку аша тăвар витмес. Это мясо не просаливается. Ст. Айб. † Кăвак лаша, кăтра çилхе, тураса йăс (= йĕс) тура витмерĕ. Такмак. Тайма (siс!) пуçа хĕç витмен, манăн сăмахăм сире витес çук (не проймет). Туй. Тайла пуçа хĕç витмен, пирĕн сăмах сире витмĕ, тет. Повинную голову и меч не берет (т. е. не сечет), так и наши слова вам нипочем. Сред. Алг. Атсем, пурте тайăлăр; тайăлнă пуçа хĕç витмен, тет; сире каласа сăмах витмен, тет. Калашн. 6. Вăл ахаль чух йăваш, тӳрĕ çын; пурăнăçĕ лăпкă чухне вăл хăй те лăпкă çын; анчах халĕ, арăмĕ мăшкăл курса чунĕ витнĕскер, вăл кĕрлесе тăракан тинĕс пек. N. Питĕ хĕн, чĕрене витĕрĕ (= витрĕ). Очень тяжело и горько. С. Дув. Сирĕнпе калаçса сăмах витмĕ. Ч. П. Сирĕн пек ырă çын умĕнче калаççа сăмахăм витмерĕ. N. Кунтисем варсене витрĕç ĕнтĕ. Пшкрт. Çын çынна çапсан: витрĕ-и? тет.— Витимерĕ, тет (еще не почувствовал). || Иметь сбыт. Сред. Юм. Пит витекĕн тавар (= пит каякан тавар). Хыпар № 20, 1900. Тимĕрçĕсем нумайланса пынипе манăн ĕç питех витми пулчĕ, çавăнпа эпĕ, укçа ытларах пуçтарас тесе, суту-илӳпе хăтлана пуçларăм. || Вино — яд. Эрех ĕçнĕ хыççăн апат пит витрĕ-ха (поел с аппетитом); ялан çапла тума кирлĕ-мен. Юрк. Ватăла пуçласан, çиме витми пула пуçласан (перестала съедаться с аппетитом), тĕсрен ӳкнĕ, сархайнă (побледнели). || Альш. † Тутлăях та чĕлхене пыл витмес. Приятные речи слаще меда. (Так толкует А. М. Шакмаков). См. витер.

вит

крыть, покрывать, закрывать. N. Эпĕ вара: çемьесем мана ан курччăр, тесе, часрах улăмне каялле (sic!) витрĕм (снова покрыл соломою юпа шăтăкне). N. Çине тăлăп витмелле. Нужно покрыть его тулупом. Упа 795. Вăл вара хăйĕн намăсне епле-те-пулсан витесшĕн шухăшла пуçланă (думала о том, как бы ей покрыть свой стыд). Çутталла 153. Тăррине типĕ куракпа витнĕскер, пĕр ӳпле ларнă. Ib. Çав çырма патнелле каçхине-кăна мар, ĕнтрĕк витсенех, никам та яхăнне те пымаçтьчĕç (scr. пымасрĕç). Ала 90°. Кам уна витсе усранă çанашкал сивĕре? Юрк. Витнĕ кĕрĕке (крытую шубу) курасси хĕн. СТИК. Вăталăх акăшĕ виллине (труп его) йăтса, çул хĕррине тăпрапа витсе хучĕ (покрыла землею). В. Ив. Акнă чухнехи чи йывăр ĕç вăл — вăрлăха çĕрпе епле витесси. Т. VII. Ку тутар пророкĕ, шăтăк алтса, шыв тултарчĕ, тет те, чулпа витсе хуçĕ, тет. Кан. 1927, № 220. Сăрт, шуса анса, чул сарса тунă çула (шоссе) витсе лартнă (покрыл). Пшкрт. Витсерт = витсе ларт, т. е. покрой. || Ст. Яха-к. Хаяр çил-тăвăлсенчен, тискер пăрлă çăмăрсенчен витсе сыхласа тăр.

витĕ

ведь. Бюрюнский. Эпĕ витĕ сăх-сăхма та маннă пулĕ (забыла, чай).

виттăр

(вит’т’э̆р, в Пшкрт вєттэ̆р), то же, что витĕр. Регули 1311. Хăма виттĕр пăшалпа печĕ. Кантăк виттĕр (в окно) кортăм. Сĕт-к. † Торта толли тор лаши, торти тăрах тар йохать, çилхи виттĕр çил вĕрет. Полтава 4. Виттĕр куçпа пăхсан та, вĕçĕ-хĕрри курнас çук. Орау. Эпир ăна ырă юмаха пит виттĕр пĕлетпĕр, тулĕк питех шарламастпăр. Хыпар № 28, 1906. Тундра тесе, пысăк лачакана калаççĕ; вăл сивĕпе виттĕр шăнса ларнипе нихăçан та ирĕлсе пĕтмест. Чуралъ-к. Вĕттер витĕр, виттĕр тăрăх шерепи. (Сĕлĕ). Правописание сомнительно. Якейк. Куç ман виттĕр мар çав (плохо видят); ман куç виттĕр кормаçт; ман куç виттĕрех мар; ман куç виттĕр корать. Ib. Çак сара вăрман виттĕр уй корнать. Дик. леб 34. Вĕсен мĕлки куç-кĕçки пек таса шыв тĕпĕнчен çав тĕрлĕ витьтĕр курăнса тăнă. Юрк. Шăл виттĕр мăкăр татса калаçса, тухса та каяççĕ. Ал. цв. 27. Хĕрĕн виттĕр тас куçĕсем хуралсах каяççĕ. БАБ. Ăна эпĕ виттĕр пĕлетĕп. Собр. Вăкăрпа така виттĕр сысна йĕтĕн сĕтĕрсе тухать. (Атă çĕлени). Якейк. Пирĕн виттĕр çулла çынсам тыр вырма çӳреççĕ. Через наш двор (или: через нашу деревню) летом ездят жать. Чем люди живы. Санăн куçусем те виттĕртерех, аллусем те маннинчен çаврăнăçлăрах. Конст. чăв. Эпĕ ăна: эсĕ, Усман агай, корана лайăххăн вуласа тухрăн-а? терĕм. Вăл: вулакаланă та, виттĕрех [(до конца или внимательно) вуласа тухман, терĕ. Хурамал. Кушак тус, мана хăна-кил яратни; ямасан, пӳртӳн никĕсне, виттĕр-виттĕр (насквозь, в нескольких местах) шăтарăп, тенĕ. Якейк. Виттĕр (чипер) корнан хĕрсеме витрех парса (вар. утса) ятăмăр (т. е. отдали далеко). Календ. 1904. Сухаланă ана çинче тăпра çĕкленсе, кăпăшланса юлать; çĕкленсе выртакан тăпрана çил виттĕрех вĕрет, çапла çĕр канать, сывлăш çавăрать. Сказки и пред. чув. 105. Пире пултăрччĕ чĕлхи виттĕр касса татакан (острый), шывран вут-хĕм кăларакан. Орау. Атта сĕрмелли аван: атта виттĕрех çапать те, пӳрĕклетсе çемçетсе тăрать. Чĕмп. чăв. шк. И. Й. 11. Тутар чĕлхине виттĕртерех пĕлес тесе, вăл юри пĕр тутар патĕнче хаваттерте пурăннă. (С част. усил. «-ех» произн. витрех).

вула

вола (вула, вола), читать. Юрк. Пĕлме çук, вăл хута сана вулама парĕç. Возможно, что это письмо дадут прочитать тебе. ТРМ. Пурне те кĕнеке çинчĕн вуласа пĕлет. Обо всем вычитывает из книг. Регули 438. Волама вĕренин, лайăхчĕ. Хыр-к. Киле тавăрăнсассăн, аттепе аннене тĕслĕрен кĕнекесем вула-вула кăтартаттăм. Н. Карм. † Тăвансем патне çыру ятăм, икĕ аллипе тытса вулама. N. Тепĕр хут вуласа пар-ха. Прочитай-ка мне еще раз. Орау. Кĕнеке вулан та эс, ытлашши вуласах ан кай. Хотя ты и читаешь книги, но только не зачитывайся. Якейк. Тепре килитччен, ку кĕнекея (= кĕнекене) воласа тохăр. Прочтите эту книгу до следующего прихода. N. Ун çинчи çыруне те часах вуласа илтĕмĕр. Хыпар № 12, 1906. Чипер вуласа пыраттăм, вулани-пĕр (всё читаемое) кăмăла килсе пырать. Юрк. Урйх мĕн вулам (что еще я прочту)? Çак сăмахсене анчах каларăн-çке (продиктовал). Мĕн каланине эпĕ çырса пытăм; кала, эпĕ тата çырăп, тет. || Говорить, рассуждать, беседовать; бормотать, ворчать. N. Вăсем хăйсем вуласа лараççĕ: ăна ачасем ватнă пулмалла, теççĕ. СТИК. Тем вуласа ларат ĕнтĕ çав! Не знаю, что он бормочет! Утар. Вуламалли питĕ нумай та, пĕр-пĕр курсан, иксĕмĕр вулай-при-ха. Много кой о чем надо переговорить; может быть, как-нибудь и поговорим при свиданьи. N. Вуламаннинчен вулани. Лучше говорить, чем молчать!

ворр

(ворр), подр. быстрому шумному верчению. Шорк. Эпĕ çав ачана ик аллинчен тытрăм та, хам йĕри-тавра ворр! çавăртăм.

вус

вос, воз. Шибач. Он пек хитре хĕрĕсем хамăр ялта та восĕпех (целый воз). Кан. 1927, № 212. Хурăн вутти 1 вусĕ — 4 т. те 50 пус. Б. Олг. Каран пыртăм эпĕ, çĕр хĕрĕх пус та çичĕ пус виçкелерĕ пăтăн, вакăн; воспала çĕр хĕрĕх пус та виçĕ пус (по 41 копейке серебром) параччĕ, каярах, воспа йӳнтерех. Микушк. Калаçса, савăнса чарăничченех, тепĕр вус тултарчĕç (денег).

вут

вот (вут, вот), огонь. Альш. Вутпа ан выля: шăракан пулат, тет, теççĕ. Ib. Вут хыпнă пек васкаса (как будто на пожар). Ib. Вут çине сурсан, тути çине кĕсен тухат, тет, теççĕ. Ала 90. Çакă икĕ тăлăха вара вута прахса ĕнтнĕ пек хĕрте пуçланă (жарили как в огне, т. е. жестоко били). Орау. Яшки пĕçерет, вут çинче пиçнĕ пулмалла! (Шутка). Ст. Шаймурз. Вут çине сурсан, тути-çăварне кĕсен тухат, тет. Шел. 23. Хуласене, ялсене вутпа персе пĕтерçĕç. Орау. Авăн ăшне вут чĕртĕпĕр. Разведем в овине огонь. (Из мол. «чӳклеме пăтти»). Сиктер. Вара хуçи, карташ варрине пĕчикçеççĕ вут вырăнĕ туса, вут чĕртет. N. † Пирĕн инке чун пекех, çумне выртсан, вут пекех. Сĕт-к. † Çил-ту çинче çил-армань, çилсĕр-мĕнсĕр авăрать; пирн ăшчикре вот çонать, çолăм тохни корăнмаст. N. † Шăпăр-шăпăр çăмăр çăвать, чӳрече витер витерет; манăн ăшра вут çунать, çулăм тухмас, çын курмас. Янтик. † Манăн ăшра вутсем çунаççĕ, çулăм тухни курăнмасть. Хыпар № 18, 1907. Хветĕр тете калашне, хăвăршăн вут, çыншăн мар. Алик. † Ай акисам, акисам! пире хавас ан тăвăр, пирĕн пуç çинчи вут çунать. (Солд. п. ). Янорс. Пушарĕ, халăх пӳртĕнтчен тухнăскер, килкарти алăкне ватман пулсан, хуçисем пурнакан пӳртне вут илетчĕ (охватил бы огонь). Образцы 68. Саманасем йывăр, хуйхăм каймаст, вут пекех чĕлхе сăмах калаймасть. Ала 14°. Эпĕ акă мĕн туса пурăнатăп: манăн ĕçĕм çавă-çавă патша çĕрĕнче вутсăр усратăп, тет (не даю им огня, а они от того страдают). Полтава 51. Вут пек чунна вырăнсăр хĕм пек вĕри шухăшпа хĕрхенмесĕр хумхатан. Çутталла 117. Çĕр çинче çил, вут хăватлă, теççĕ. Кан. 1927, № 234. Çĕре пытарас вырăнне вутта пăрахса çунтарни. О заступл. 14. Вăл çĕлен пек авкаланса вутра çуннă. Тимер. Темĕн чухлĕ улпут çурчĕ вута каять (т. е. сгорает). Ала 26. Иван аллинчи çурта тата ахалех, вутсăр-мĕнсĕрех, çутăлчĕ, тет. Якейк. Кăмакара вот пăтрат-ха. Помешай-ка в печке. Ст. Чек. Вут шăхăрсан, хăна килет. Г. Т. Тимоф. Пурте килĕсенче вуттисене сӳнтереççĕ, тет. || Искра. Кр. Чет. † Пирн та (так!) лаши таканлă, посмассеренех вот тохать; çутти йолать çол çине. Изамб. Т. Куçăран (-куçран) вут тухăрĕ (искры). Юрк. Кам арки çине вут ӳкет, ун арки çунат. Кого постигает нужда, тот и страдает. (Послов.). Ч. С. Куçсенчен пĕтĕмпе вут тухса вайрĕ. Из глаз посыпались искры. Сказки и пред. чув. 84. Ун çилĕлĕ куçĕнчен йăлтăр-ялтăр вут кайрĕ. Тим-к. Лутра вырăс кантăк касать. (Вут ӳксе шăтарни). N. Кăмакаран вутă (= вут) сиксе ӳксен, усал çын килет, теççĕ. Если из печки выскочит искра, то, говорят, придет дурной человек. Изамб. Т. Вут сиккипе карĕ (помчался вскачь). || Пожар. Ч. С. Эпĕ те вара вут кутне витре йăтса чупрăм (на пожар). Ib. Вут чĕлхи пĕлекси çын, знающий наговор против пожара. Ст. Айб. Мана шыраса тупрĕç те, вут сӳнтерекен пичĕке ăшне (в пожарную бочку) карĕс-чикрĕç. (Мунчара пулнă вăсем). N. Инçетре вот тохнă (зарево). Сюгал-Яуш. Çав вута чĕлхесĕр (немой) ача кăларнă, çăмарта пĕçерме тапратса. Изамб. Т. Камран вут пуçланнă? С кого начался пожар? Ч. С. Вут кам çуртĕнчен тухнă? У кого начался пожар? Т. М. Матв. Вут куçне шыв! (Вут тухсан, калаççĕ). Ib. Вут тухсан: вут çурта ан хыптăр, тесе, кăмакана хутса яраççĕ. (Поверье). Альш. † Пăванăн хулине вутсем хыпнă, епле пырса кĕрĕ-ши çамрăк пуç? (Солд. п. ). Вомбу-к. Вот сӳнсен, шу нумай. (Послов. ). Юрк. Вучĕ малтан кам çуртĕнчен мĕншĕн тухнипе пĕлсен, ваттисем: вăйран вăкăр тухат, тесе, ахаль каламан иккен тесе, шарт тĕлĕнеççĕ. N. Кӳрше темĕскер пулчĕ: урам тăрăх вут çапнă пек вĕçтерчĕ (помчался прямо и стремительно). Орау. Ачасем Хир-пуçĕнче вут кăларнă (сделали пожар). Ст. Чек. Кĕлетрен вут тухрĕ, теççĕ, кĕлетрен пусан; хыçалтан тухрĕ теççĕ, хыçалтан тухсан. Хурамал. Тĕлĕккре (так!) вут курсан, уяр пулать, тет. Если во сне увидишь пожар, то, говорят, к ясной погоде. || Живой огонь. Чăвашсем 36. Тата çĕр витĕр калараççĕ. Çыран хĕррине, меллĕрех çĕре, çĕре витĕрех алтса тухаççĕ те, ун витĕр тухмалла тăваççĕ; унтан вара ялти вута пурийĕн те шыва сапса сӳнтереççĕ те, çав витĕр тухмалла шăтăк патне йываç алсе пырса, икĕ йывăççа пĕр çĕре сăтăрса, вут кăлараççĕ, ăна вара çав витĕр тухмалли шăтăк çине хураççĕ... Вара этемсем харпар хăй патне çав çĕнĕрен кăларнă вута илсе каяççĕ. || Божество. Хурамал. Вута хĕлле чӳклеççĕ. Ăна та çаплах нимĕр пĕçереççĕ, пашалу пĕçереççĕ. Ăна кăмакумне (= кăмака умне) лартса чӳклеççĕ. Вут пĕрер япалана сиян (= сиен) ан тутăр, ан çунтартăр, тесе, тăваççĕ. N. Тата пĕчĕкçĕ чӳк, вутшăн чӳклекен чӳк ак çапла. Род. п. этого сл. в разных диалектах — вутăни вуттăн, дат. и вин. вутаи вутта. Об огне. см. также у Н. В. Никольского, в «Кратком курсе по этн. чув.», 117 сл.

вут-кăвар

огонь, пожар (вообще). ЧС. Пирĕн ялсем кашни çулах, таврари ялсенче выльăх мурĕ пулсан, е çын мурĕ пулсан, е вут-кăвар тухсассăн, е тата ытти тĕрлĕ чир пулсан, хĕр-аки тăваççĕ. Чт. по пчел. № 17. Хурт усрани вут-кăвартан хăрушă, тесе... Якейк. Уяр çанталăкра вот-кăвар тĕлĕшĕнчен шанчăклă мар. Ч. С. Эпĕ пĕçĕккĕ чухне вут-кăвартан пит хăраттăм: пĕр-пĕр ял çуннине курсассăн, хăранипе чĕтресе, сиксе ӳкеттĕм. Пир. Ял. 1928, № 51. Саман кирпĕчĕ туса, вут-кăвара парăнман (огнеупорное) çурт-йĕр тăваççĕ. Срв. Михайл. † Вут кăварĕ пичи пурччĕ, пĕр пĕчĕк пӳме нумай пçерттĕр, пçерттĕр, пçерттĕр — çитеримар.

вут çути

зарево. Ч. С. Малтан эпĕ: хамăр çумри кӳршĕсенĕн çурчĕ çунать пулĕ, тесе, — вут çути хамăртан инçе мар пек курăнчĕ те. Альш. Уччилни патĕнче вут çути пур (зарево), тахшине вут хыпнă. || Свет (лампа и т. п. ). Ст. Чек. Майра кайнă чух (уходя) вут çутине сӳнтерсе хăварнă.

вут чулĕ

вут чуль, вот чольĕ, вот чоль, кремень. Сала 235°. Ĕлĕк вотпа шу тавлашрĕç тет: шу калат, тет: эпĕ вăйлă. Онтан вот карласа çонма тапратрĕ, тет, патне те пымалли çок, тет. Шу карласа йохса килчĕ, тет те, пĕтрĕ, тет; вот аран кăшт чол хошшине пытанса йолчĕ, тет. Вара вот чолĕ çавăнтан полчĕ, тет. N. † Çӳлĕ тусем çинче вут чуль тупрăм; çапса пăхăр: вучĕсем тухать-и? Янтик. Микула, вут чуль тупса ки. чу-ха, чĕлĕм тивертме кирлĕ!

вут хыпни

воспламенение, пыл. N. Пăт-тăва (?) тухса тартăм эпĕ, пӳрте вут хыпса илеччин. Якейк. Сасартăк вот хыпса тохнипа çынсам (с’инзам), ним тума аптраса, охмах пак чопма пуçларĕç. Ст. Айб. † Ай-хай, ăшăм çунать, вут хыпать, тĕтĕм-сĕрĕм тухни палăрмасть.

вутă

или вут, вотă или вот, дрова. См. вут. Юрк. Кивĕ пӳртне, улăшша илнине, вутта (на дрова) хутса пĕтерет. N. Ăна вут чĕртсен. БАБ. Унта вутте (вм. вутти те) кирлĕ, тумтрĕ те кирлĕ, ăçтан илес? Хора-к. † Ялăм-йышăм ял тулли, килĕм-вутăм кил тулли. Моштауш. Вотăсам поçтарса килтĕмĕр те, воттине чĕртсе ятăмăр. СПВВ. ТА. Вотă = вутă. Ст. Шептах. Пĕрре эпĕ аттепе çĕрле вăрмана вутта карăм, (за дровами).

вутăш

вотăш, назв. водяного духа. Название злого духа. См. Магн. М. 54, 55, 56. N. Один чувашин из Кушкăпоймал «вутăш хĕрĕ» и женился на ней. От них пошли вутăш йăхĕ (племя). N. Шывра, тарăн çĕрте, кирек ăçта та вутăшсăр пулмас, тет. Вăл вутăш чисти çын пекех, тет, антах ӳчĕ кăвак, тет, вăрăм çӳ(ç)лĕ тет; вăл вара шăрăх вăхăтра, хĕвел ăшшине тухса, пуçне тураса ларат, тет; хăш чухне хĕвел ăшшине тухса çывăрат та, тет. Çав çывăрнă вăхăтра, вăрттăн пырса, часрах хĕрес тăхăнтарсан, вăл вара шыва ниепле те кĕреймес, тет. Вара çынна пит йăлăнат, тет; мĕн çухлĕ укçа ыйтнă, ун чухлĕ укçа парат, тет. Вутăшăн ун укçа пит нумай, тет. Чуратч. Шывра тата çăлта чăвашсем: вутăш пурăнат, теççĕ. Вутăш çиленнĕ çынна час-часах ӳслĕк ярать. Çав ӳслĕкрен хăтăлас тесе, шыва вăсене, е çăла, çăкăр татăкки, çăмарта пăрахаççĕ. Пролей-Каша. Вотăш — дух, летавший к вдове и принимавший вид ее мужа (у др. вĕри-çĕлен). П. П. Т. Пирĕн патăрта чăвашсем, пĕр-пĕр çын вутăш пек пит алхасса пурăнсан, кĕлле каймасăр, турра пăхăнмасăр, тухатмăш туса пурăнсан, хупахра ĕççе шăнса вилсен, çав çынна масар çинче вырăн, ĕçме-çиме те памаççĕ, теççĕ. N. Вуташ — усал, кăтаклать çынна. Ч. С. (Янш.-Норв.). Чăвашсем çăл куçĕсенче, тата пысăк пĕвесенче вутăш пурăнать, тесе, ĕненеççĕ. Çăл куçĕсенчи вутăш питĕ пĕчĕкçĕ, тет; вăл тин çуралнă ача пек анчах, тет. Çăл куçĕнче пурăнакан вутăш çынсемшĕн питĕ усăллă, тет. Çынна вăл хăй пĕр сиен те тумас, тет. Пур çĕр айĕнчи пакраса тухакан çăл та çав пĕчĕкçĕ вутăшсем тапса кăларнипе тухать, теççĕ. Анчах çăл куçĕнчен шыв ăснă чухне-и, унта ĕçнĕ чухне-и: пĕсмĕлле, çырлах, тесе, ĕçмелле, тет. Çавна асăнса ĕçмесессĕн, вăл питĕ хурланать, тет. Аптăран(ă) енне вара: кăсене çавăн чухлĕ ырăлăх кăтартнăçăм мана мăшкăласа пурăнаççĕ; акă эпĕ вĕсене малашне сивĕ шывсем кăларса парам-ха, çырма шывĕпе антăхса пурăнчăр вĕсем; тата пырĕсене шыçтарса ярам та, ахлатса ӳсĕрсе çӳреччĕр вĕсем, тесе калать, тет. Çавăнпа чăвашсенчен е пырĕсем шыççан, е уярсенче çăлсем типе пуçласан: путех вутăшсене кам-та-пулин çилентернĕ пулĕ, тесе, кашни çăлсем куçне, хăшĕ йăва кайса пăрахаççĕ, хăшĕ нимĕрпе икерчĕ таткаласа пăрахаççĕ, тата хăшĕ-хăшĕ чĕрĕ çăмарта кайса яраççĕ; ăна вĕсем: шывĕ чĕрĕ çăмарта пек свеши пултăр, тесе, пăрахаççĕ. Ib. Пысăк пĕвесĕнче пурăнакан вутăш çын пекех çемепеле пурăнать, теççĕ. Ачапăр, çукки çак çутă çанталăкра пурăнакан е ачасене е ваттисене, шыв хĕрне пырсан, шыв ăшне сĕтĕрсе кĕрсе каять те, çавсене лаша вырăнне туса çӳреççĕ, тесе, ĕненеççĕ. Çавăнпа вĕсем: пур шыва кайса вилнĕ çын та вутăшсемпе пурăнать, тесе, ĕненеççĕ. Вăл вутăшсем хăйсем çын манерлех, теççĕ: тĕсĕсем хуп-хура та, хăйсем çаппа-çарамасах пурăнать, тесе, ĕненеççĕ. Çав вутăшсем питĕ нумай пулĕччĕç, тет те, анчах вĕсене, ирхине ирех хĕвел тухнă чухне, шыв хĕрне тухса выртсан, кашкăрсем нумайăшне çиеççĕ, тет. Çав çинĕ чухнĕ, вăл шăмми-шаккине çисе ярачченех кăшкăрат, тет. Чăвашсем: вутăша кашкăр çинине тата унăн тĕсне çула питĕ ăшă чухне ирхине самый хĕвел тухнă вăхăтра куратпăр, тĕççĕ. Етрух. Шыв хĕрне анса, çав ватă çынсемех чӳклеççĕ. Малтанхи сăмах: вутăш, çырлах! вутăш çырлах! теççĕ. Картусне, е шлепкине хул-айне хĕстерет, ачасене пурне те шывалла пăхса пуççаптарать... Çисе пĕтерсен, кайран çав ватă çынни калать: çырлах, вутăш! çырлах, вутăш! тет. Унтан арсем те çавăн пекех: вутăш, çырлах! вутăш, çырлах! тесе кăçкăраççĕ. Вара çав ватти калать: ĕнтĕ, ачасем, шывпа выльăр шыв хĕрĕнче, вара çăмăр лайăх пулат, тет. (Çерçи чӳкĕ). Милькович. 22. Водыш, пребывая в водах, к употреблению делает оные здоровыми. Макка 228°. Вутăш вăл особенно хирти пысăк пусăсенче пурăнат, теççĕ, пысăк шывсенче. Вăл хăй юратнă çын умне анчах тухса çӳрет, теççĕ; вăл тухсан, хĕр пулса çӳрет, теççĕ. И. Седяк. Вутăш = усал сывлăш, вупăртан кĕçĕнни. М. Çав старик вутăш пулнă, тет. Проп. о блудном сыне. Кĕçĕнни çемçе кăмăллă, çăмăл, вутăш пек чĕрĕ çын пулнă. Ст. Шаймурз. Хĕр-арăм патша калат: тархасшăн мана виçĕ пĕрчĕ сухала пар, тет. Вутăш калат: манăн сухал ыратат, тет. Орау. Вутăш пек (бойкий) ача пĕтĕмпех имшерленсе карĕ. Толст. Çынпа шыври (вутăш). Мусир. Вутăш — божество (злое, в воде). Н. Лебеж. † Путĕр-путĕр путене, хупсан, хуплу пулмĕ-ши? Ай-хай, кинçĕм Анна пур, илсен (замуж); вутăш (т. е. зюю) пулмĕ-ши? ДФФ. Вутăш çăл-куçĕнче (шывра) пурăнать, тесе, ĕненеччĕç. Ăна çулă нимĕрпе чӳклеччĕç. || Дух огня; однажды, по рассказу чувашина, он летел как бы в виде горящей головни, от которой сыпались искры. Ильминский сч. это слово сложным: вут+йыш, т. е. дух огня (см. йыш). См. Пер. о чув. изд. 50.

вожж

(вожж), подр. шуму жита, вскидываемого лопатой при веянии. Б. Олг. Кăшăл сурма(-сăвăрма) тапратрăм эпĕ: вожж! вожж!

вăй

(вы̆j), сила; средства. Регули 326. Вăй патăр! Собр. Ку айкки, леш айкки вăй патăр. (Чӳлĕк туртни). Альш. Тапна çĕртен тар тухтăр, сикнĕ çĕртен сим тухтăр, вылянă çĕртен вăй тухтйр. Ст. Ганьк. † Тарăн вар тăрăх çул килет, икĕ аяккипе хĕр килет; ăна, тытса, çуп-тусан, çамрăк пуçа вăй (энергия) кĕрет. N. † Кукăр-макăр çул пырат, кукăрипе хĕр пырат; ăна, тытса, чуп-тусан, çамрăк пуçа вăй кĕрет. Сала 302. Вунă пӳрне вăйĕ тан мар. (Послов. ). Истор. Кĕрешсен-кĕрешсен, Мстислав вайран сулăна пуçланă (начал выбиваться из сил). Макка 44. † Вăрăм çулпа килтĕмĕр хура-тур лаша вăйĕпе. Ала 11. Манăн киле кайма вăй çитес çук (сил не хватит), кунтах çăвăрас (= çывăрас) пулĕ. Серг. Рад. Ялан вăйпа ĕçлемелли ĕçсене ĕçленĕ (выполнял тяжелую работу). Панклеи. Карчăк патак илет те, çак хĕре поçĕнчен мĕн вăй çитессипе (насколько хватает сил) çапать. N. Вăй патăр пуса татма! Якейк. Тытрăм-турăм тотине (поцеловался), çамăрăк (siс!) Чона вăй килчĕ. Букв. 1908. Çывăрсан, ăна вăй кĕвĕ (она отдохнула). А. П. Прокоп. † Эпĕр ĕçни, эпĕр çини улт уралă хуртан вăqĕсем. КС. Вăй патăр! Бог помочь! (Отвечают: «тавах!»). Сред. Юм. Вăй патăр! Тор пôлăштăр! Ч. П. Хура сăсар (написано: «сасар» — дважды) йĕрне йĕрле-йĕрле, чикĕ чĕр-куççи вăйне эпĕ пĕтертĕм. О сохр. здор. Вăй çитменнине (непосильную работу) ĕçленĕрен. К.-Кушки. † Вăй кăларса ĕçлерĕм, вăйлă туйпа памарăн. (Хĕр-йĕрри). Сред. Юм. Вăй кĕрсе çитнĕ çын, взрослый человек. Ст. Дув. † Ӳссе çитĕнеет ар ывăлĕ, патша патне каят, вăй хурат. Сиктер. Турă, сана асăнатăп хура халăх вăйĕпе. Юрк. Чипертерех тăракан çынсене, çыру пĕлекенсене, хайсенĕн вăйĕнчен чăвашла кĕнекесем илтерсе вулаттарнă. Ib. Вăл кахал, çын вăйĕпе-кăна пурăнасшăн (хочет жить на чужой счет). Ib. Улпучĕ именине тертленсе тытса тăрат, правиччĕлĕсем ун вăйĕнчен пуйса выртаççĕ. Макка 218. Акă сана (киремети) хур паратпăр, мĕн вăй çитнипелен анчах. {{anchor|DdeLink19642142371547}} N. Вăй çитнĕ таран, но силе возможности. N. Манăн та çаc (= çиес) килет, тульккă вăй çитеймĕçт (не хватает средств). Истор. Хулăм тӳлеме вăйĕ çитейменнисем пĕрер арăмран ытла илмен. N. Ывăлĕ кăçал-кăна вăй пара пуçларĕ (= пулăша пуçларĕ). || Ущерб. Риккошкăнь-Янасал. † Стаккан çутă тийиса (= тиеесе), тĕп корниччен ĕçес мар, хуçине вăях тăвас мар. См. вуй, вый, вой.

вăй ил

окрепнуть, набраться сил. Сир. 109. Эпĕ куртăм, ухмах вăй илтчĕ; çавăлтех унăн кил-çуртне ылхантăм. Ib. 290. Вĕсем вăй илнĕ ĕнтĕ (окрепли). Кан. 1927, № 214. Эрне хушшинче кукша сарăлса, вăй илсе карĕ. Юрк. Малашне вăй илсен, унта пит лайăх-кăна шатрун çурт ларттарăп, тет.

вăйă

(вы̆jы̆), игра. Б. 13. Вăйăран вăкăр тухать. Игра до добра не доводит. Альш. Лешсем темĕн-темĕн те курнă: шуйттан ваййине те (цирк, балаган) курнă, пукане вăййине те курнă. Сред. Юм. Çак ача, пире калĕмпĕр вăййине... СТИК. Пирĕн ача чист вăйя яранчĕ, ĕç кутне пырса та пăхмаст. (Говорят о мальчике или девочке, увлекшихся игрой, не работающих, а то-и-дело бегающнх на игры). Сунт. 1929, № 2. Вăйă мар (не шутка) çав ача тăвасси. 1929, № 67. Клоçета ача вăййилле (кое-как), чуспа çапçа, туса лартрĕç (сколотили). || «Ученье» (военное). Б. Олг. Салтак вăййине вĕрентес полат ĕнтĕ сана, тет. || Хоровод. Альш. Вайă тесе, пĕр-пĕр урам кĕтессине выляма-кулма, кĕвĕ-сăвă калама пуçтарăннине калаççĕ. Изамб. Т. Эпĕ хамăн юлташсемпе... вăйя хутшăна пуçланăччĕ. Ib. Çимĕк уммĕн усем вайя тухма пуçлаççĕ. Ч. П. Шурă кĕпе тăхăнсан, вăйă витĕр курăнать. Пазух. Пирĕн вăя вылясси çырла пиçнĕ вăхатра. Ib. Вайя тух. Выходи в хоровод. || Музыкальная игра. N. Урипе тапать, çунатпе çупать, сăмсипе вййă калать; çав вăйă сассине илтсе, вĕренсе килтĕмĕр. || Игра в горелки. С. Тим. Ан саланăр, тантăшсем, пĕр-ик вăйă выляр-и? || Место, изобилующее чем-либо. СЧУШ. Çак ача хăй пĕлекен çырла вăййине ертсе кайрĕ. Баран. 169. Атăл пырĕнчен (чит. вăрринчен) инçех мар — Астрахань (чит. Аçтăрхан или Аçтăркан) хули ларать. Пулă вăййи çакăнта ĕнтĕ.

вăл

(вы̆л), он (-а,-о). Пшкрт. Вăл винават туса, винаватлă (виноватый). К.-Кушки. Вăл выляса илмелле вылят. Регули 314. Вăл конта чохне эп вĕренеттĕмччĕ. Ib. 1533. Вăл конта чохне çырма вĕрентĕм. Киприан. Шуйттан ăна пит çиленнĕ. О сохр. здор. Ачанăн чĕрнисем вăрам пулсан, эсир ăна касăр, вăл вара питне-куçне чĕркелемĕ. Расск. Иосиф вăл хăй кирек мĕнле пултăр та, çапах та пирĕн тăван-çке вăл. || Тот, та, то; этот, эта, это; такой, такая, такое. Иногда не переводится. Вишн. 64. Вăл сĕт вара, апла йӳçсе кайсан, ачана нимĕн усă та кӳмест, çийĕнчен чирлеттерет ăна. Ib. 71. Вăл пĕвене улăмпа тислĕкпе пĕвелеççĕ. Шорк. Çтаппансен çорчĕ орамăн хăш енче? — Пĕлейместĕп, те ку енче, те вăл (леш, тепĕр, çав) енче. Яжутк. Вăл ятлă (с таким именем) пулсан, кирлĕ мар (ты мне не нужен), тесе каларĕ, тет. Альш. Вăл апла тăваççĕ те, ăна шухăшламасăрах тумаççĕ вйсем каллах. Ib. Ак килсе ӳкĕ кĕлетсем çине, унтан килĕ кунта! тетĕп эпĕ. Вăл кайрĕ вут, кайрĕ вут! Пĕтĕм çулăмĕ курăнат кĕлетсем урлă. Ib. Курăнат тĕл-тĕл купи-купипе ялкăшса, симĕссĕн-кăвакăн çунса выртни: вăл иккен кĕлет пӳлминчи тырăсем çуннă çавăнта. Хыпар № 29, 1906. Хай пĕрре авантарах пăхап, вăл ман пата шуйттансем кĕтĕвĕпĕ вĕçсе килеççĕ иккен. Альш. Нумай пулмас-ха вăл. Это было не так давно. Шаймурз. † Мамăк минтер, тесе, пуçма хутăм, вăл та-ях-та пулчĕ сарă хĕр чĕччисем N. Алăсăр-урасăр кĕпер хыват. (Вăл та пулин тӳшек çитти). Серг. Рад. Вăл вăраха мар. Это не надолго. Янтик. Ăна эсĕ, теççĕ. Говорят, что это сделал ты. Эпĕ чăнах та санăн туррусене салатса, çĕмĕрсе пĕтертĕм; вăлах аван ĕç (это-то и хорошо): хăйсене хăйсем çĕмĕресрен хăтарма пултарайманскерсем, вĕсем епле сана пулăшма пултарĕç? Альш. Ку енчи ялсенче тăранттас таврашĕ йышлах мар вăл. N. Ку вăл аван. Это хорошо. Букв. 1904. Тавлашсан-тавлашмасан та (как ни спорь), ман пекки хамăр хушшăмăрта çук-ха вăл. N. Халĕ аван та, каçа хирĕç каллех пĕлĕтсем туртĕ те-ха вăл (т. е. çанталăк). Беседа чув. 4. Апла юрамасть вăл. Это не годится. Регули 488. Ман атти-и вăл, выртаканĕ? Тот, лежащий там, мой отец?

вăл-ку

то и сё; и тому подобное; что-нибудь (дурное); всяческии. Юрк. Те эсĕ тата ĕлĕкхи пек мана кĕттерсе тарăхтарашшăн-и, ăна-кăна пĕрте хам тĕллĕн шухăшласа пĕлейместĕп. Т. VI. 26. Ĕçлекенсене те вăл-ку усалтан сыхла, упра. Юрк. Аптăранă енне чăвашсенчен те ыйткаласа пăхаççĕ: епле сирĕн хушшăрта вăл-ку илтĕнмест-и? теççĕ. Ib. Хĕрт-сут пăттине ытти чӳксем пек тăву вăл-ку çук. К.-Кушки. Эрех вăл-ку ĕçмес, картла вылямас, чĕлĕм туртмас, пĕр пус укçине сая ямас. Якейк. Ăна ту, кăна ту, лешне ту. Ку килет, вăл килет, çав килет. Ăна итет, кăна итет. СТИК. Пасарта вăрăсене тытнă, темерĕç-и? эс куртăн-а? — Çук, эпĕ пасара кайма карăм та, вăл-ку-мĕн ним те илтмерĕм. Истор. Çыннăн вилесси часах, вăл-ку пулмалла пек çĕрте хĕçĕре-пăшалăра çумăртан ан пăрахар. Альш. Çапла вăл-ку çинчен калаçса килеççĕ (вдуг). Ib. Вершник вăл лаши çимине астăвать, тата тумланнă хĕрĕн мулне: вăл-ку ан пултăр, тесе, астăвать. Ib. Хамăр чей ĕçетпĕр, вăл-ку çинчен калаçатпăр. Регули 26. Вăл-кона (= ăна-кăна) тумалла. Б. Олг. Волатпăр она-кона: эс лепле, лайăх порнатни? Вăл мантан итет (= ыйтать), эп онтан итетĕп. N. Она-кона хатĕрлетĕп. Приготовляю то и сё. Ала 81. Карĕ-карĕ, тет, хай старик, темĕн чухлĕ карĕ ĕнтĕ ку; те пĕр кун, те икĕ кун — ăна кăна пĕлместĕп. Шурăм-п. № 26. Ун-кун (туда и сюда) пахкалап. Ст. Чек. Вăл-ку — кое-что (им. пад. ). Сир. 17. Урампа, пынă чух унăн-кунăн ан пăхкала. НТЧ. Ăна чӳклеме хăшĕ пĕр çулхи пăру, хăшĕ сурăх, пухăннисем хур илсе каяççĕ, ăна-кăна тиркемеççĕ (= без разбора). N. Ăнă-кăна пĕлмесĕр. С. Вăл-ку пор çĕрте (кроме всего прочего), пирĕн пăрçа та çавах нумай.

вăлт

(вы̆лт, вы̆лт, вŏлт), выражаться аллегорически, иносказательно; выпытывать обманом; провести (decipere). Нюш-к. Амăшĕ çинчен те çавăн пек (надо: пик?) вăлтса каланă. Она сказала о своей матери тоже аллегорически. Шел. 54. Улталасси, вăлтасси кунĕпеле ĕçĕсем. Разг. С. Мих. З9. Ыраш вăлтать (scr. вулдать) çорт(ă)ринчен. „По урожаю ярового заключают и об урожай ржи“. (Послов.?). Альш. Епле вăлтса ыйтат! (искусно выпытывает). Ib. Унтан япалине вăлтса илнĕ (искусно выманил). А. Турх. Вăлтайса калать (образно говорит). Орау. Муççи (n. viri) ялан вăлтса (намеками) калать; вăл мĕн çинчен каланине часах шăхăрса илме çук. Тюрл. Вăлтса сăмахлать = йоптарса сăмахлать, добивается намеками. V. S. Вăлтса, тĕпчесе ыйтас (допытываться). А. Турх. Вăлтас, обмануть. Якейк. Йĕтес тортсассăн, вăлтаççĕ (вручают вещь, чтобы другой взял, и при этом говорят: «йĕтессĕм!») Ст. Чек. Вăлтас — сăмах улталаса ытас. Йĕтес туртсассăн, вăлтас, теççĕ, вăлтаççĕ. Орау. Авăн яшки çынă чухне Крахвинепе итес туртрăмăр та, эп ăна халь вăлтрăм. Сред. Юм. Хăй-ха эпĕ мĕн тунине пĕлмес, çапах, пĕлнĕ пик полса, манран вăлтса ыйтать. СПВВ. ТМ. Вăлтас — çынна юмахпа каласа улталани. N. Вăлтса ыйтат. Выпытывает.

вĕльтĕртеттер

понуд. ф. от вĕльтĕртет. Орау. Эпĕ салтака каяс пулсан, амăрт-кайăкĕ (орел монеты) çӳлелле ӳктĕр, каймас пулсан, аялалла ӳктĕр, терĕ те, укçине çӳлелле вăльтĕртеттерсе ячĕ.

вăнă

то же, что вунă(счет пряжи). Сред. Юм. Эпĕ паян ик çирĕм те виç вăнăллă хôтăр хôтăрса ӳкертĕм.

вăрах

(вы̆рад’ин), тихо, медленно, долго. Шибач. Вăрах ĕçлет. Тихо работает. Самар. † Килес вăхăтсене инçе ан хур, вăрах пулĕ пире кĕтесси (нам будет казаться, что время идет медленно). О сохр. здор. Хăш-хăш хĕр-арăмсем: яшка тутлă, тутă тытакан пултăр, тесе, аша юрри вăрах вĕретеççĕ (кипятят долго). N. Кĕтекене вăрах. Для ожидающего время идет медленно. N. Кай та, вăрах ан тăр. Иди, но не будь там долго. Сир. 7. Пилсĕр кăмăла («упорное сердце») вăрахах (потихоньку) хурлăх пусса антарĕ. Ау 110. Эпир вăрахах тăмăпăр (пробудем не долго), тет, эсир, хатĕрленерех тăрăр, тет, туй тума, тет. Баран. 63. Тăшмансене кĕтесси вăраха пымаст. Враги не заставили себя долго ждать. Уфим. Вăрах тытрăм (задержал), ямарăм (не посылал), каçарăр мана. Мĕншĕн эпĕ вăрах тытрăм? — мĕншĕн тесен питĕ хĕн пулчĕ, чĕрĕс пĕлсе çитесси (разузнать). Регули 1299. Вăрах сире (вас) кĕтесси польчĕ (sic!). Вăрахрах кай. Ib. 1300. Вăрах полчĕ, не тохимарăм. СПВВ. Вăрах пулмас-халь, не особенно давно. Ib. Пит вăрах асапланнă. Мучился очень долго. N. Вăрах-тӳсĕмлĕ, нумай-ырăлахлă. N. Ку ĕçе тăвасса вăраха ан хăвар (не откладывай). N. Сирĕн çĕр çине вăхăтĕнче ирхи çумăр та, вăрах çумăр (тихий дождь) та çăвать. Ст. Шаймурз. Çав ылттăн çеçкене хăçан куç ӳксе, вăрах хаяр, хĕн хаяр ӳксе тăкăнĕ... (Из наговора). Ib. Мĕшĕн кăсем пит вăрах (долго) çиеççе? тет (он). Ib. Мĕшĕн вăрах тăратăр? Часрах школа вĕренме пырăр, тет. Что вы медлите? Скорее идите учиться в школу. Т. М. Матв. Ĕçкĕре, ватă çынна пысăк черккепе эрех е пысăк куркапа сăра парсан, хăйĕн ĕçсе яма хал çуккине е, ĕçсен, ытла ӳсĕрĕлессине пĕлтерсе, ĕçтерекене çак сăмаха калать: ватă лаша вăраха пыраймаст (долго не протерпит) тет; ĕçтерекенни, тавăрса: ватă лашана шанса кӳлеççĕ, тет.

вăрă

(вŏрŏ, вы̆ры̆), вор, разбойник. Янш.-Норв. Хĕр вăрри, ворующий девушек. Ч. С. Эпĕ малтан: вăрă килнĕ пулĕ, тесе, шухăшларăм. Я сначала подумал, что пришел вор. Альш. Леш вăрă марринне хăйĕнне вăрласа пĕтереççĕ унăнне (у не вора-то и свое-то разворуют). Т. Григорьева. Вăрă вăрăм, куçĕ чармак, теççĕ. (Послов.). Якейк. Ман килте пĕр полянкка (полено) вотă полсан, эп варă полам! Пусть я буду вором (клятва). Микушк. † Хура вăрман витĕр тухнă чух вун-икĕ вăрă тухрĕç вĕлермешкĕн. Орау. Хал, виçĕ пус укçа пулсан, ман вăрă пулас пулат! Пусть я буду вор, если у меня найдёшь грош! (Клятва) Альш. Вăрă пуçлăхĕ, коренной вор. || Воровство. N. Вырăспа майри, вăрă пулса, шулĕкре пурăннă (занимались мошенничеством). Хир-пось. Çын япалине варламан-и? терĕм. — Эсĕ мана хăçан вăрăпала тытрăн (уличил в воровотве)? терĕ. Уфим. Çавăнтан вара епĕ вăрра каймарăм. (Из утенического сочинения; учитель исправил: «кайман». || Воровской. Болезн. грех. Вăрă ĕç, аскăн ĕç тутараççĕ. N. Вăл ĕç ĕçлеме ӳркенсе, усал пурăнăçпа, вăрă пурăнăçпа пурăнакан çын курсан, уншăн пит хуйхăрнă. || Занимающийся воровством. Изамб. Т. Пĕр пит вăрă, усал çын.

вăрăн

(вŏрŏн, вы̆ры̆н), удариться; попасть (куда); поразить. Хыпар № 30, 1906. Акашша ашшĕ çапнипе кĕтĕссех кайса вăранать. От отцовского удара Агаша отлетает в угол. Рак. Ачам-пăчам çимеллине çисе карĕ, таçтан килсе варăнчĕ хаямат! (откуда-то принесло его, чорта). Ау 80. Тилĕ улпут карташ патне пырса вăрăннă. Сир. 121. Эпĕ калаçам, хуть те темĕн çитсе вăрăнтăр мана (что бы ни постигло меня). СТИК. Çилĕ вăраннă. Человек захворал под влиянием ссоры, происшедшей между другими людьми. Никит. Утма пĕлмĕн патак пуçа вăрăннă, калама пĕлмен сумах пите вăрăннă. (Посл.). Собр. Хай намăс тăвать, пите вăрăнассине пĕлмеçть, теççĕ. (Послов.). Ib. Ута пĕлмен ал-туи (= туйи) пуçа килсе вăрăнать, теççĕ. (Послов.). С. Пите килсе вăрăннă. Ударилась в лицо (палка). Сир. 107. Мĕнле хăрушăран (опасности) хăраса, сехĕрленсе тăраттăм, çав хăрушах килсе лекрĕ (в рукописи написано: вăрăнчĕ). Т. VI. Усал вăрăннă йĕркепе кĕл-тумалли кĕлĕсем (поправлено: вырăннă!). КС. По моему, хирĕç вăрăннипе хаяр ӳкни пĕрех. Аттик. Ир вăрăнчин, каç вăрăнчин, кăнтăрла вăрăнчин, хĕш(= хăш) сехетре вăрăннă, çав сехетре уçăлса тухса кайтăр çак ача çинчен. (Наговор от «хирĕç вăрăнни»). || Шляться. Пшкрт. Ста с’ы̆ва п̚анџа вы̆ры̆нза с’ӧрӓдэ̆н? Где ты у чорта шляешься?

вăрла

(вŏрла, вы̆рла), красть, воровать. Нюш-к. Выртмара Çĕн-çырма ачисем лаша вăрлама пынă тутара, тытса, çунтарса янă. Çавăн пек ĕлĕк алла лекекен вăрăсене нумай çĕрте çунтарнине кăлаççĕ. Регули 1071. Вăрланăшăн (вăрланăран) онă тытрĕç. Юрк. Мана патшана кӳртсе лартсан, эпĕ пĕр çĕр тенкĕ укçине вăрлăттăм та, тарăттăм, тет вырăс. || Посл. 166,4. Çакна эпĕ: сире кам-та-пулин сăмах вăрласа калаçса ан улталатăр („чтобы не прельстил вас вкрадчивыми словами“), тесе, кăлатăп. || Выпытывать. Якейк. Вă(л)сам чвашла пĕлмеççи-ке? ахаль сăмах вăрлашшăн калаçмаççĕ (т. е. вырăссам куçĕнче вырăссам çинчен калаçнине итлемешкĕн, чвашла калаçмаççĕ).

вăрлăхлăх

на семена; на-племя. К.-Кушки. Кунта ман кăшта вăрлăхлăх сĕлĕ пурччĕ, тахшĕ лашана çитерсе янă (кто-то скормил лошади). N. Эпĕ вĕсене пĕтерме тĕнчене шыв тултарăп, анчах, вăрлăхлăх, эсĕ, арлă-арăмлă та, тата пĕрер мăшăр пур япала та хăтăлччăрччĕ...

вăрман

(вы̆рман), лес. Макка 67. Вăл ялти вăрмансем: хурăнлăх вăрманĕ, хырлăх вăрманĕ. N. Вăрман касакан çĕрте торпас ӳкмесĕрех çок (напр., война не бывает без потерь. Послов.). Хурамол. Тĕлĕккре (так!) вăрман кассан, çын вилет, тет. Если во сне будешь рубить лес, то, говорят, это к покойнику. Альш. Вăрман — свежий, растущий лес; йывăç — сухой, рубленый лес. Юрк. Вăрман çийĕ кăвак пулсан, уяр пулат. Тоскаево. Вăрман хĕрринчи курăннă, сăмса айĕнчер курăнман, теççĕ. (Постов.). Юрк. † Пирĕн ял витĕр вăрман çулĕ. Через нашу деревню лежит дорога в лес. N. † Кайăк каçман çырмаран эпир каççа килтĕмĕр, упа тухман вăрмантан эпир тухса килтĕмĕр. Çав вăрманта хурăнлăх, вуникĕ хурăн пĕр тĕпрен: тăрринчен милкĕлĕх чĕреççĕ, тĕпĕнчен хăйăлăх çураççĕ. Çав хурăнлăхра шĕшкĕлĕх, вуникĕ шĕшкĕ пĕр тĕпрен: тăрринчен мăйăр татаççĕ, тĕпĕнчен çатан аваççĕ. Собр. Сĕм вăрмантан çеклĕлĕх тупăс çук. (Лаша хӳри). Ст. Чек. Вăрман калать тет: ман пек хăрччăр, тесе (лес проклинает того, кто его портит). Кильд. † Вăрман-вăрман (по лесам) витĕр çӳрерĕм, пĕр кашăклăх врене тупмарăм. Ау 21. Унтан каяççĕ, тет, вăрмана; вăрман тăррине улăхса лараççĕ, тет. Н. Ч. Çамрăк вăрманлă ту (гора). Эпир çур. çĕр-шыв. 21. Уй тӳпинче, усрав вăрман çумĕнче Ванюшкасси ларать. || Деревья. Юрк. Вăрмансем çинче ӳсекен çимĕçсем. N. Шалт вăрмансем лартса пĕтернĕ (насадили деревьев. Ст. Чек. Хăй, вăрман (йывăç) айне выртса, лашине куçласа тăнă, тет. Альш Вăрман тĕпне чакалама тытăнат, тет (медведь). Зап. ВНО. Вăрмантан вăрăм, курăкран лутра. (Çул.). СТИК. Эпир пахчана вăрман лартрăмăр. Ib. Çак çул икĕ енпе каяк вырăнне вăрман лартса тухнă. Ib. Эпĕ вăрман тăррине хăпарса карăм. («Во всех трех случаях не означает леса, а означает деревья»). || Лес в качестве божества. Чхĕйп. Шывсене, çăлсене, кӳлĕсене, вăрмансене, хĕвеле, уйăха, турра, вут-кăвара, çил-тăвăла. Пихампара, тата ытти тĕрлĕ япалана та нумай асăнса кĕлĕ-тунă.

Хура вăрман

темный лес. К.-Кушки. † Хура вăрман касрăм, эпĕ çул хыврăм Самар шывĕсене курмашкăн. Ч. П. Хура вăрман варринче хура тур лаша кĕçенечке (кĕçенет-çке). Н. Лебеж. † Хура вăрман çинче ешĕл хырă. || В новом понимании, у некоторых — чернолесье.

Вăрман-ял

назв. дер. Девлизерово, б. Шибылг. вол. Цив. у. Хыпар № 13, 1906. Пĕлтĕр эпĕ Вăрман-ялне нумайранпа паллашса пурăнакан пĕр чăваш патне пытăм.

вăрманлăх

лесистое место; лесная поросль. N. † Йăра-тавра вăрнанлăх, эпĕ çӳреймĕп пăшалсăр. Альш. Çырмара вĕт вăрманлăх. || Свойства леса. К.-Кушки. Пирĕн вăрманăн вăрманлăхĕпе савăнмалли çук. || Лесничество (часть леса, сост. в ведении лесничего. Неолог.).

вăрт

(вы̆рт), подр. мгновенному и отрывистому движению. Пшкрт. Вăр-вăрт! хĕр отса каят (быстро). Ib. Ул п̚олдырн’а jӓплӓ jорас? — вы̆рт пы̆ҕас та, jы̆л ҕолас; иттак jорас, вот как jорас. Б. Олг. Çăмăл кайăк вăрт тăрса каят ăнчах. Орл. II. 206°. Вăрт Варвари, арки-вĕçлĕ шупăрлă. (Çил арманĕ). Н. Лебеж. Чипер инке вăрт-вăрт, арки вĕçĕ хăюлă. (Арман çулĕ). 93 çул, 55. Унтан аллисем çинче вăрт çĕкленсе илсе, пăшал пемелли чӳрече карнисĕ çине чăркуçланнă. N. Вăрт çавăрăнчĕ, Хорачка. Вăрт! — межд. бросания. Упа 589. Эпĕ вара лаша çинчен вăрт! ывтăнса юлтăм. || Момент. Хорачка. Мана пĕр вăрта (на один момент) портă парса яр.

вăсилет

науськивать. СТИК. Паян эпĕр вăрмана çывăх пĕр кашкăр тĕл пултăмăр. Эпĕ пĕр енчен, ман юлташ тепĕр енчен анчăксене вăсилетсе ятăмăр та, çиччас туласа тăкрĕç (растерзали, разорвали).

э

(э произн. протяжно), восклицание, имеющее различные значения; нередко соотв. русскому «а». К. С. Э, аплаç-ха вăл! эп ăна пĕлмен те. — Э, кĕсел-ĕç-ха вăл! — Э, алла ӳккĕрĕн! (попался!). Орау. Эккей çанталăкĕ, э! Какая погода-то, а! Чăвйп. Яккăвĕ каланă: э... апла, пулсан, пымастăп (не пойду), пĕтетĕп! Хыв. 1906, № 31-2. Э, мĕн калам сире: иккĕшне те вунă уйăх тулса вунпĕрмĕшне анчах кайрĕ; вăл виçĕм кун çӳçĕсене ӳт çумĕнченех илсе ячĕ; пăхсан, кулса та ямалла, ачисене те шел. Н. Карм. Э (угроза), эсир хĕр илме килтĕр-и? сана хĕр парам эпĕ; хĕр хутаççа! тенĕ. Сред. Юм. Э, хайхи-çке о сан! (говорят о чем нибудь давно известном, когда о нем припомннают). Орау. Çăвăр-ха, э? Умывайтесь, а? (с вопросительной интонацией на «е»). Еванг. Чиркĕве пăсса, виçĕ кунта туса лартаканскер! Сред. Юм. Э.... эппин о полсарĕ-хл о! тин аса плтĕм. Да, оказывается, это он был, я только сейчас вспомнил. Янш.-Норв. Ватти вара: э, укçана час пырса пăрах, атту тата кăларатпăр (чирей)! тесе, çăпан чăмăрта пуçларĕ, тет, пек. (Из рассказа чувашина о тӳркĕлли, видениом во сне). Хып. 1906, 7. Э, ав епле-ха вăл! Ашшĕ-амăшне. Вăл каланă: е! манăн илтелесе пурăнмалла-и-халĕ ăна? ...тенĕ. Альш. Карчăкĕ хытă кăшкăрать, тет: старик, çиме тăр! тет. Старикки: э... юрĕ, тет. N. Э, ман хыçран пĕр çын пырать! тесе калать, тет. Регули, 545. Э (ее), халь те, вăлсен вăл хорăнташ полать. Верно! он в самом деле им родственник. Ч. С. Э! эсĕ ху лашу куртăн (счел за...) пулĕ ăна ачашлама; э! ху лашу мар-и? теççĕ. Чăвап. Леш каланă: э!.. эсĕ мана укçа мĕшĕн патăн-ха? Эсĕ аван шухăшпа çӳретĕн иккен!

э-э

(чит. как протяжное э). Э-э! эс-и ман кĕпене пытаракан. А, это ты спрятал мою рубаху! Регули, 539. Э-э! (scr. эă) эс мана çапрăн, эп сана хуна çапам! Регули, 538. Э-э! вăл туса-ç эппин. Регули, 537. Э-э! эс калас çок-ç-ха! Регули, 535. Э-э, чăнах эп она кортăм. Орау. Ма тата апат çимастăн? — Пăртак выртса кансан, тин çияс теп. — Э-э, апла! Чăвип. Э-э! эсĕ эпĕ ырлăх тунине мантăн-а? Сала 186. Старикки калать (старухе), тет: э-э, ăнман япала! çынтан çапла кулаççĕ-и-мĕн? Регули, 534. Э-э, эп кортăм она. Арабузи. Э-э (долгое «е») унпала! Анччихрис çинчен пулсан! Ну, это что! Если бы про антихриста [то это было бы другое дело], т.-е. ату вещь не стоит читать. Изамб. Тет., 5З. Эсĕ хăш ял пулатăн вара? — Эпĕ хул-кĕперсем. Курнавшăра арман сутать, тенине илтнĕччĕ. — Э-э! çав Теччĕ çул çинчи Хуп-Кĕпер. Апла ĕнтĕ! Пĕлетĕп. Изамб. Тет. Э-э! Аçу-аннӳ килĕ мар-и? Çапла çав ул, хуньаçа-хуньама.

эй

(эj), звательная частица. Восклицание удивления, восхищения, сожаления, недовольства, нежелания вести о чем-либо речь. Изамб. Тет. Эй Турă, çумăр пар. Букв. 1904. Эй тĕнче! пулаççĕ-мĕн çакăн пек урапапа çӳрекен телейлĕ çынсем! Юрк. Эй савăнать-çке! Ах, как он обрадовался! Юрк. Эй, çав çимĕçсене тутлă пĕçерме пĕлеççĕ-çке! Альш. Шик! шăхăрать (сăвăр), çынна курсанах. Эй, вара лешсем, лапра çӳрекеннисем, улăхаççĕ, тустарса, сăрталла, шăтăкĕсем умнелле! Юрк. Лаши çап та суха туртисем хушшинче сулланса тăнине курсан, çиленсе: эй, пĕтесшĕ, кашкăр тытса çийесшĕ! тесе, ылхана пуçлать. N. Эй, сысрĕ пулĕ-çке! Ну, небось, и струсил он! N. Эй, шаккăттăм çĕçĕ аврипе! К. Кошки. Эй Туррăмăр, мĕн пурне эс паракан. Эй мăнтарăн этеммисем, пурăнаççĕ-çке! — эсĕ пур!... (Выражение зависти). Альш. Эй Турă, кунта пурăнма аван та, анчах кунта çимелли нимĕн те çук, тет. N. Эй саламалник, тав сире! N. Инкĕш каланă: эй, суеçтерсе ларатăр! тенĕ. N. Эй, пĕлместĕпĕр çав, пĕлместĕпĕр! Çав пĕлменнипе хуплать пире. N. Вăррисем: аçа çапрĕ! аçа çапрĕ! тесе калаççĕ, тет. Эй, тараççĕ! тет. Альш. Эй, тетĕшсем ылттăна пуçтараççĕ, тет! (=ну собирать!). Тораево. Пăчăр калать, тет: эй, мучи, пирĕн паталла (в нашей стороне) пурте Пăчăр ятлă! тĕсе калать, тет. Юрк. Эй, пăхса тăма илемлĕ-çке!... N. Ну, ку тилли утланса ларчĕ, тет те, эй, кĕсем каяççĕ, тет, тусан тустарса! Альш. Эй, аван тунăпать-çке вăл шыв хĕррисем! Альш. Эй вăрманĕ! йывăçĕсем яшт кайнă çӳлелле! Альш. Эй, усалччĕ-çке вăл, Димитрий Васильевич Ковалев! — тытатчĕ те, перетчĕ пуçран тускапа! IЬ. Эй, вăл халăха ăса кӳртет-чĕ-çке (учил уму-разуму) — пире, пĕлмен çынсене! Уф. Малтан (мать) кĕпене уçрĕ, унтан — эй, мана хĕртме! N. Ашшĕ аслă ывăлне: шыв ăсма кай-ха, тесе калать, тет. — Эй атте! пĕр çавра çил килĕ те веçтерех кайĕ, тесе калать, тет. Тораево. Эй, эпĕ Пăчăр ятлă çына тарлама хушманччĕ! тесе каларĕ тет (я не велела нанимать человека по имени Рябчик). Юрк. Эй, пире тăвана юрĕ-çке! (или: юрат-çке). || Также восклиц. при быстрой езде: берегись! СТИК. || Иногда соотв. русскому право! Демид. Ăна вара ача-пăчасем: Еремкке пичче, эсĕ ав çав ларакан çерçи куç шăрçине лектерейĕн-и? тесен: эй, лектерĕп! тесе калаччĕ, тет.

эв

(эв), вон. См ав. эв выртать. Вон лежит. М. б. отсюда след. объяснять начальное «е» в мест. эпĕ, эсĕ, эпир, эсир.

елем

(эл'эм), флаг. СПВВ. || Флаг, хоругвь. Изамб. Тет. П. Пинер. Эпĕ пыраттăм иртсе çулпала, вĕл-вĕл вĕççе юлчĕ хура елем. Хып. 1906. № 30. Унтан пăлханакансем хĕрлĕ елем çĕкленĕ те тупăна пĕрре пенĕ. О Япон. Урамсенче елемсем çака-çака хураççĕ. Янтик. Тем праçникĕ паян, пĕтĕм урамсене елемсем çакса тултарнă (развешены флаги).

елле

(эл'л'э), неизвестно; или; может быть; разве. Н. Седяк. Н. Карм. Чăнах та эпĕ çав псалома кунне виçĕ хут мар, елле аллă хут вула пуçларăм. Кан., 26, № 200. Мĕн чарать-ша ку ĕçе? Елле хучĕсене шăши çисе янă-и? Альш. Сан ачу ман кăмăла пит каят: елле улăштарар-и? тет. Альш. Сарă кĕпе пит килĕшет, елле санăн пилĕкĕ çинçерен. СПВВ. Елле = или. N. Елле кăмака пулать-и? Протопилась, что-ли, уж печка-то? (если дрова уже догорают совсем). Пазух. Купаста-хăяр акмашкăн та елле пахча çук-миккен? Çур штух ерех ĕçмешкĕн те елле укçа çук-миккен? N. Çав çĕрне, елле тепле, енĕ, питĕрнĕ алăксене уçса, çарранах çарамас киле тухах чупнă, хăй ирĕхне пăхатăн — килте вырта парать. Н. Карам. † Кайăк хурсем кăçкăрать, кăçкăрать, елле ӳкес çĕрĕсем шурă-ши? Кăçалхи çул эпĕ питĕ юрларăм, елле (что-ли) тăрас кунсем сахал-ши? || Когда (обьясняет причину несовершения говорящим какого-либо действия, которое ему было поручено или приказано выполнить. Повидимому, более свойственно языку детей). Ст. Чек. Мĕн турăн эс? лаша çитерме кай, терĕм вĕт сана. — Елле унта лаши çине утлантаракан çук та... IЬ. Эс мĕшĕн лаша çитернĕ çĕртен пăрахса килтĕн? — Елле унта Иванĕ хĕнерĕ те... По мненню некоторых, этот последний оборот ошибочен. Ст. Чек. Елле ес, Иван, лашăна сутатна? Разве ты, Иван, продаешь лошадь.

Елхерей

(эл’h’эрэj), архиерей. Изамб. Т. Альш. Чĕмпĕрти елхерей. Изамб. Т. Халĕ эпĕ елхерейне те куртăм. Личн. имя. Н. Седяк.

Энтăри

(Эндэ̆ри, Эн'д’ри), личн. хр. имя Андрей. Изамб. Т. и др. Чуваши часто выбрасывают в диалектах мало заметное срединное ĕ, но т выговаривают звонко. В Якей. Эн'д'ри означает как Андрея, так и Адрана. || Имя язычника. Рысай. Раково. Туртрăм куклетрĕм; Энтри йытти — çи-витти. (Тилкепе пуçтарни). Ау, 30. Анаталла та Энтĕри, тăвалла га Энтĕри. (Вăл та пулин çуранла [чит. çуранлă?] тăман). Урмай. Эсĕ унтан кай, эпĕ кунтая каям, Энтри пасарĕнче тĕл пулăпăр. (Çуха). Альш. Энтрн-кантри, йĕм кантри, пушăт чĕлли, хуп татти. IЬ. Энтри шалта, пуç тулта (загадка?). Н. Леб. Энтри пурни пуç-хĕрлĕ. (Икел). Собр. Эсĕ унтан кай, эпĕ кунтан каям, Энтри арманĕ хыçĕнче тĕл пулайăпăр-и. (Мăй çыххи çыхни).

эпĕ

(эбэ), еще бы. К. С. Эпĕ, пульми ку! Еще бы, как не быть! || Межд. удивления. КАЯ. Эпĕ! хай ман акка пӳртре тĕпелти сак çинче лара парать!

эпĕ

(эбэ̆). я. См. эп. Чеб. Пĕрре эпĕ юлташсемпе лашалла вылярăмăр.

эппин

(эппин’, эппин). в таком случае; ну так; значит; вон оно что (ответ рассказчику). Б. Олг. Ну, йорĕ эпиин, тет, кайăпăр, тет; вара чĕн эппин, инки, мана та, тет. Орау. Юр çăвать пулсан, ăшăтать эппин (значит). N. Тарçи: эппин укçасăрах тăранса пурăнмалла пыратăп. N. Ăçта кайрăр? — Туй курма. — Эппин. Где были? — Ходили свадьбу смотреть. — Вонь что. Орау. Эппин çавна тăвар. Корак. Эппин кайăрах. Регули, 525. Вăлсам кайрĕç; эппин эпĕр те каяпăр. IЬ. 526. Вăл эппин (значит) килмерĕ. IЬ. 527. Çапла эппин килмест. Орау. Эй-й, апла эппин (значит), эпĕ урăхларах илтнĕччĕ ăна . IЬ. Апла эппин или: ха, эппин, или: эппин (да.. вок как!). Зап. В. Н. О. «Эппин = да».

еретлĕ

(эрэт’л’э̆), упорядоченный, следующий по порядку; приличный. Макка 237. Ку кĕлĕсене еретлĕ пăтă-юсман кĕллисем теççĕ. Сред. Юм. Еретлĕрех хытлан. 1. Веди себя приличнее. 2. Работай как следует, аккуратнее. Янш.-Норв. Эпĕ вĕсене пурне те (все это) еретлĕ (подробно, по порядку) çыраймарăм.

эх

(эх'), восклицание. Букв. 1904. Эх, чĕрем! пĕртен-пĕр ывăлăма та пĕчĕккĕллех хура тăпра айне, кайса, пытармалла пултăм-ĕçке. Букварь, 1904. Эх, шеремет, юлашки ануна та сутса, ятăн-çке! Шемшер. Эх, ква кут, кăвакут, сана йĕвенсĕр тытас çок; савни ачи сар ачи Тор çырмасăр пырас çок. (Хĕр йĕрри). Могонин. Эх, киремет! эсĕ, ман хута кĕрсе, çав çынна сăян ту, эпĕ сана хăçан та полин чӳк тăвăп, тесе, киремете сулса хăварнă вара. Альш. Эх, аттеçĕм-аннеçĕм. (Из «Хĕр йĕрри»). Орау. Чиперех пыраттăмччĕ; пĕр мулкач йăрантан сикрĕ-тухрĕ те, эх, вĕçтерет çав!... Хам шартах сикрĕм.

-ех

(-эх'), афф. ограничения, усиления или отождествления; тоже, что -ах. Орау. Ăна эпĕ пыричченех (еще до моего прихода) велернĕччĕ. IЬ. Ăна эпĕ киличченех çĕмĕрнĕччĕ. IЬ. Вăл эпĕ килнĕ чухне те çĕмĕрĕкех выртаччĕ. Орау. Пыл темскерех мар-çке (не Бог знает что), ан вăрçăр, пурне те çитĕ. Орау. Путлĕн мĕн чухлех панине пĕлместĕп. Не знаю толком, сколько именно дали. Орау. Мĕнпех (чем именно) çапнă-ши вăл ăна? — пĕлесчĕ. Здесь «-ех» указывает на сильное желание узнать. Орау. Лашине çĕр тенкĕ панă, тет. — Тем, ун чухлех (так много) янă-ши вара. Орау. Ĕçĕ мĕскерле пулнă-ши? — Мĕскерлех (как именно) пулнине пĕлместĕп. IЬ. Паяррăн мĕллех пулнине пĕлместĕп. Не знаю точно, как именно это произошло. IЬ. Кулине пуян ывăлне кайнă та, такăшех пулнă: пуçне каçăртса иртсе карĕ, çавăрнса та пăхмарĕ. IЬ. Ку стаккан ĕнерех çĕмĕрлнĕччĕ. IЬ. Тутарла калаçнине ăнлас пулсан (чтобы понимать), тутарла пĕлесех пулать çав (надо непременно знать). Кумарка. Ялта пĕчĕкрех ачасем кунĕпех çыма кĕмесĕр выляса чупса çӳреççĕ. Сред. Юм. Элекçеех (не кто иной, как А.) пĕтерчĕ мана; вăл полман полсассăн, эп аванах порăнаттăм... Тата çынсем те пит пôтарчĕç. Истор. (№ 37). Вăл: поляксене çĕнтернĕ пекех вырăссене те çăмăл çĕнтерĕп, тесе шухăшланă. Истор. (№ 37). Наполеон: тинех (вот теперь-то) вăрçатпăр ĕнтĕ, тесе, темĕн пек хĕпĕртенĕ. М. Тюм. Çимĕк кунне ирех (совсем рано) ваттисем чиркĕве кайса пĕтеççĕ. Илебар. Халăх сурать — кӳл тăвать, пĕр çын сурать — типсех пырать. Цив. Вăл, эпир лашасене тытма пуçличченех, пĕр лашине тытса, тепĕрне тытăнкĕ. Сюг.-Яуш. Вăл ырă этемех-ши? Вăл этемренех çуралнă-ши? IЬ. Хваттир инçе мар пулсан, тăлăп кирлех те мар (не очень нужен) пулĕ. Рег. 209. Эп ончченех (до тех самых пор) тăхтам. N. Хапхаран кĕрсессĕнех (как только вошел), эпĕ лупас айĕнче икĕ çын хăма саваласа тăнине куртăм. Собр. 265°. Эсех (только ты или: уж ты)... пуян, çăварна каран та ларан. (Укçа хутаççи). Орау. Вăлне вăлах та (он-то положительно он), урăх никам та мар та, ахал, каламаçть. IЬ. Эсне эсех-çке (ты-то, разумеется, положительно ты) те, тулĕк ахаль, каламастăн. N. Пулă çавăн пекех кĕрет. Н. Полорусс. Эп вырăн тупичченех (до тех самых пор, пока) кунта пурăнан. IЬ. Эп, вырăн тупиччен, кунтах (здесь же, все здесь) пурăнан (буду жить). Орау. Темех (невесть что) ĕçтерсе çитармаççĕ пуль-ха вăсам та. IЬ. Темех курнă вăсене, вĕсем умĕнчен каймасăр, унтах ташласа тăрать. Не знаю, почему они уж очень ему дороги (милы) — расстаться не может, все перед ними кривляется («пляшет»). Орау. Хăшех (кто именно) капла вăрттăн нӳхрепĕн-масарăн сĕтĕрĕнсе çӳрет-ши? Урине çапса хуçăттăм мура — сĕт хăймине çиса тухнă. Здесь «-ех» указыв. на страстное желание узнать вора. Орау. Пĕлмессе пĕлместĕнех (действительво не знаешь) пулмалла, çав ахаль, сăмах çукран сăмах калаççа ларан. N. Халĕ кунта Варшаври пекех хĕнех мар (не очень трудно). Скотолеч. 31. Çак чирех, именно эту болезнь. Дик. Леб. 46. Акă патша Елиса çывăракан пӳлĕм çумĕнчиех пĕр пĕчĕкçĕ пӳлĕмĕн алăкне уçса ярать. Цив. Пирĕнтен инçех мар (не очень далеко), тăватă çухрăмра, пĕр чăваш ячĕ пур, Тенел. Курм. Юр айĕнчен тухнă кальчасем, курăксем хĕвел ăшшипе симĕсленех (постененно все) пыраççĕ. Изамб. Т. Исампалĕнче мĕн пурĕ хĕрĕхех (только сорок) кил. Ходары. Хутте вăлсемшĕн пулсан çурхи шыв тапраннă пултăр, çаплах, аеанланкаласа мĕнле те пулин пĕр вуншар хула та пулин касса килеççĕ, килеççех (все-таки срубят и принесут, для совершения обряда «вирĕм»). Ч. С. Ку асатте хăçан (когда же) вилех, выляма та ирĕк памасть. Бес. о земл. Ĕçе — вĕренемех! (ненременно выучусь) тесен, çын вĕренет. N. Урăх вара нимĕн ĕçех те çук. Никакой другой особенной работы нет. Нимех те çук унта. Там ничего особенного нет. Сред. Юм. Мĕнех кирлĕ пôлчĕ-ши сана! Что тебе было надо! (гов. человеку, некстати сделавшему что-нибудь). Шурăм. № 6. Итлесех тăрас килет. Так и хочется слушать. Яланах: пăртак тăрам-ха, тăрам, тесех (всё откладывал и...), вăхăта ку таранччен ирттерсе ятăм. Рег. 1360. Вăл тытĕ тытех (непременно). Йоман ытти явăçран çирĕп-çирĕпех (положительно крепче). Рег. 236. Ĕçлекенех никам та çок халь конта («-ех» здесь только смягчает выражение; по мнению других, его след. перевести с.товом «особенно»). N. Урăх паллă ятлă çырмасемех çук. Других особенио известных оврагов нет. (По мнению Н. И. Полоруссова, «-ех» здесь только смягчает выражение). Орау. Еплех хăтланнине (или епле хăтланнинех) куримарăм çав, айăн-çийăн çавăрнса пĕтрĕç те. Рег. 1344. Он пусăкăшех çок конта. Совсем равных ему по величине здесь нет. Рег. 1357. Турĕ-турех (все-таки). Тумарĕ-тумарех. Правильность этих оборотов подтверждает и Н. И. Подоруссов. Рег. 1338. Çимĕкренпех (е самого семика) сумар выртать. Çомăр хыççăнах (тотчас после дождя) кайрĕ. Рег. 235. Илтсенех (илтсеснех) каларăм. Календ. 1910. Ăслă француз «Ити» шутласа илнĕ те, пĕр кĕске çиçĕмех 17 çухрăм тухнă.

ыйăх

(ыjы̆х), сон. Рег. 561. Манăн ыйăх килет. Мне хочется спать. О сохр. зд. Ачан ыйăхи килсе çывăрас пулсан, сиктормесĕрех çывăрать. Шорк. Ыйăх мочала пек корăнать, тет. (Поверье) Сир. 108. Этем ыйăха кайнă вăхăтра, тĕлленнĕ тĕлĕксем çинчен шухăшласа выртаттăм эпĕ.

ыйăх тĕлĕшпе

в полусне. Сред. Юм. Паçăр ман ыйăх пит килеччĕ те, ыйăх тĕлĕшпе эпĕ эс мĕн каланине то астумасн. Сред. Юм. Ыйăх чăпти или ыйăх патши. Пит çывракан çынна калаççĕ. (соня, сонуря).

ыйт

(ыjт), спрашивать; просить. Д. Бюрг. Эпĕ сантан пĕр сăмах ыйтас тенĕччĕ (= хочу спросить). Кратк. расск. 11. Атте ыйтас-тăвас пулсассан: пĕр-пĕр тискер каяк-мĕн çисе янă пулĕ, тийĕпĕр. Истор. № 37, З5. Вăл пур япалана та пĕлесшĕн пулнă, ыйтмасар-тумасăр, куçпа лайăх пăхмасăр нимĕскере те хăварман. Юрк. Хăйсенĕн пуçлăхĕ патне киле яма ыйтма пырать. Юрк. Унтан кивçен нĕр çурта ыйтса илет те, çав турăш умне çутса лартать. Орау. Паян манран уччиттĕл сатач ыйтрĕ (или: сатач тутарчĕ). Орау. Паян манран пачăшкă З. Б. ыйтрĕ. Сред. Юм. Ыйтса-туса тăмарăм. Не спрашивал, не стал спрашивать. Сред. Юм. ôна çынтан ыйтмастăн. Об этом не станешь спрашивать других (иногда говорится и с иронией). Юрк. Тинкĕле çăва ыйтарах парать (требует больше масла). Мар. Ег. Мĕншĕн св. арăмăн ятне ыйтса пĕлтрĕм? (не спросил). Альш. Эп санран ыйтăп, эс мана каласа пар (или: пыр, если вопросы будут чередоваться с ответами). Толст. Эпĕ хам ĕçпе каятăп, манран ыйтмалăхĕ те çук (меня нечего и спрашивать). N. Ку хĕр-юмăç (девка-ёмзя) çемесенчен пилĕк пуслăх укçа ыйтса илчĕ те (выпросила), укçа çине пăхса каларĕ. || Ыйтса каяс (уйти, получив отпуск). Трхбл. Эй ами! — Ыйтсан, пами? (Шутка).

ывăн

(ывы̆т), уставать. Жит. св.. Янв. Ывăнми-канми ĕçлесе, ывăнми-канми Турра кĕлтуса тăна. Ст. Ганьк. † Çӳл ту çине хăпарнă чух, ывăннă пек эпĕ пултăм (немножко устал). Никит. Ялт ывăнтăм. Я совсем устал. N. Ывăниччен йĕр. Бес. Чув., 1. Çавăнпа ывăннăрах лашапа ту çине хăпарма çăмăлах мар. Чур.-к. Урам хушши тикĕс мар, шăлаканĕ эпир мар; хĕрсем хăйсем ывăнмасан, ывăнакан эпир мар. (Испорченная тат. песня).

ывăт

(ывы̆т), бросать, кидать; пускать (стрелу). Цив. Эпĕ чул илтĕм те, йытă патнелле ывăтса ятăм. Полорусс. † Уххуна ывăтсан та, çӳле ан ыт (так!): ухху ункисене çухатăн. † Урама тухрăм, ух ывăтрăм. N. Манăн çурт çумĕнче икĕ хыр ларать, эсĕ çавсене, тăпăлтарса, хуларан ывăтса ярсан, эсĕ ман пуçа касатăн; ывăтса яраймасан, эпĕ санăн пуçа (т.-е пуçна) касатăп. Юрк. Патаккăна мĕшĕн ывăтса ятăн? || Распускать (цветы.). Буинск. † Çĕмĕрт чечек ывăтат, вăрманурлă курă нат. || Вскидывать (голову). † Пирĕн кăвак лаша çук; пусан та, пуçне ывăтас çук. † Пуян хĕрĕ, тиейсе, пуçра ывăтса ан тăрăр. Çук çын хĕрĕ, тиейсе, пуçра чиксе ан тăрăр. || Взрывать (порохом). Ист. 165. Тар пĕтĕм çĕре ывăтса янă. || Употребл. и в ткацком деле. СТИК. Шурă çине хĕрлĕ ывăтса турăм = кумми шурă пусан, ураççи хĕрлĕ пусан, çапла калаççĕ. || Намекнуть. Нюш.-к. Ывăтса, «намеками». Ыввăт! Сред. Юм. Пĕчик ачасем пытанмалла выляç те, пытансан: ыввăт! тесе çôхраççĕ.

ывçăла

тоже, что ывăçла. N. Эпĕ чăнах та пĕр ырçа патне чупса карăм та, ывçăн ывçăласа илтĕм çанăх. Ала. 55 об.

ылăн

(ылы̆н), уставать. Б. Олг. Кайнă, вăл вăрмана, çитнĕ; каннă, ылăнсан, выртнă çарая канма. Тораево. Пичче, хулентерех каяппăр, эпĕ ылăнтăм, тесе калать, тет (он).

ылмăт-ылмат

(ылмад-ылмат), то там, то здесь, поочередно. Ашшĕ-амăшне. Сирĕн патăрта эпĕ ылмат-ылмат пурăнăп. То же слово есть и в Изамб. Т.

ырă

(ыры̆), добрый, хороший, превосходный, отличный; здоровый; милый. Почтенный. Святой. Ист. 65. Çын, ырра курсан, ырă чап сарать, усала курсан, усал чап сарать. Псалт. ЗЗ9. Астивсе пăхăр, Турă ыррине курăр. Тороп-к. Пăть-пăлтĕк потене, ыр çарана йоратать. Альш. Ырă ут çине ларакан ырман, тет; çĕнĕ кĕрĕк тăхăнан шăнман, тет. Пазух. Ыр ут утланакан та, ай, ырман, тет; ыр тумтир тăхăнакан та, ай, шăнман, тет. Юрк. † Ырă ут çине ларакан ырман. Юрк. Ытла ырă пулĕччĕ, ун вырăнне Магницкие кӳртсе лартсан. Янг. К. Мана сĕт ырă мар, мне молоко не идет (сказал человек, которого прошиб понос). Сĕт-к. Ыр ят (добрую славу) сарса çӳрет. † Йĕри-тавра йыснисем! Хаяр сонсах ан ярăр, ыр кон-çолне халалăр. (= халаллăр). N. Сан ырă (почтенное) çыруна иккĕ [илтĕм]. Юрк. Ку тĕрлĕ аслă пăраçникре те çынна ырă сăмах кала пĕлмеççĕ. Юрк. Епле хăйсем пуйни çинчен тĕрлĕ ырă хыпарсем сарма тăрăшаççĕ. N. Турă ăна (ей) вилсессĕн те, ырă вырăн патăр, çутă çĕре кӳртсе вырнаçтартăр, тет. † Ырă шĕшкĕ пек тантăшсем пурччĕ, ырă хулă пек ямăксем пурччĕ, — тăрса юлчĕç, ай, курăнать! Полт. 56. Ырă сехет çывхарать. Полт. 50. Ачашлакан ыр куçа астумасăр вăл ларать. † Çак хăта-тăхлачă ыр пулсассăн, пире килме-кайма пит лайăх. Эльборус. Хăш енчен шăршласа пăхан, çав енчен тĕрлĕ ырă шăрш килет. † Ах, хĕрес аннеçĕм, аттеçĕм, хаяр сонсах ан ярăр, ыр халапне парса ярăр! (т.-е. пожелайте добра, благословите). N. Святой апостол Павел çирнă ырă кĕнеке çинче. N. Арăмĕ каланă: веç санăн ырă апу ылтăн тарилккене çапса çĕмĕрчĕ и çитерекен лашана чиксе вĕлерчĕ, тенĕ. Собр. З82°. Ялтан яла шыраса ялăн ыри (лучшие из деревень) кунта-мĕн; хĕртен хĕре шыраса хĕрĕн ыри (надо: ырри?) кунта-мĕн. Ала, 7. Ну, ăвăлăм, эсĕ манăн сăмаха итлесессĕн, ырă тăнлă çын пулăн. Чăвйп. Эпĕ ырра хирĕç ырă, усала хирĕç усал, тенĕ. Сказк. и пред. 18. Сывлăш ырă ыйхинчен вăранма та пуçларĕ. N. Ырă сывлăш, кисе, туртса кăларинччĕ, тесе калать, тет. N. Ырри çухатнă, усалли кӳнĕ теççĕ. (Послов.). Чхйп. Кĕтӳç хăй кĕтӳне вăй çитнĕ таран ырă пăхсан, кĕтӳри выльăхсам та ырă, аван, мăнтăр юлаççĕ. Никит. † Курăк ыри — çырла çеçки (лучшая из трав — ягодный куст), çырли ларать хĕп-хĕрлĕ. Ст. Ганьк. Ырă сехет тĕлне ту. Fac, ut faustam jffendamus hôram, h. e., ut ôppôrtunum tempus nanciscamur. Якей. Хĕрĕн ырри конта-мĕн. Оказывается, лучшие девицы — здесь. Юрк. † Усал çумне выртаччен ырă (так напис.) ури вĕçне вырт. † Ĕçкĕ ĕçме лайăх ырă куç. Ватта ырра хур. Старого уважай. Бюрг. Кун кунлама патăр, çĕр çĕрлеме патăр; каçхине каçах пултăр, ирхине ырах пултăр. (Из обр. «тĕтĕрни»; Сала 345°). Сред. Юм. Кĕçĕллĕ çынна мунчара çапăннă чôхне ыррăн туянать (бывает приятно). N. Эпĕ халĕ турă пулăшнипе ырă-сывă пурăнатăп. (Из письма). † Усал çумне выртиччен ыррăн ури вĕçне вырт. Чем ложиться рядом с злым, лучше лечь в ногах у доброго. Альш. Атте-анне килĕнче мĕскер пур? — Ырă улпутран ырă тетем пур, ырă (почтенная) пикерен ырă инкем пур. Ырă вут ами, почтенная мать огня. См. Ашапатман. Т., VI, 22. Б. Бур. † Пули-пулми çынпала çула ан тух, ырă (почтенный) улпут пек пуçна çухатма. Сикт. Пӳртре пурте: ырă чӳккелĕ хапăл илтĕр; чӳк çырлах! тесе, пурте, ӳксе, пуççапаççĕ. IЬ. Ун хыççăн пурте: ырă чӳк-кĕлĕ пӳлĕхçĕ, хапăл ил! тесе, ӳксе, пуççапаççĕ. IЬ. Ырă чӳк-кĕлĕ хапăл ил, тытнă-тунине çырлах, тет те, вара ачасене çиме хушать. Магн. 1. Ырă киремет. IЬ. Туйеккинче хурăн çырли; татрăмăр та çирăмăр, ырă хурăнташшенчен уйăрăлтăмăр. (Из солд. песни). † Ырă Мускав пек ялăм пур, ялăм çинчен куç каймаçть. Л. Кошки. Пĕлни пур, пĕлменни пур: ырă чӳк-кĕлĕ, хуш курса, хапăл ил! (Из моленья). СПВВ. Ырă пӳлĕх. Альш. Ах, тантăшçăм Люпун! — çын-çын урлă курăнать! çын-çын урлă курăнсан та, ырă пикенĕн курăнан. Альш.? ЬIрă кĕллĕм вырăнаçтăр. Да будет принята моя чистая молитва. Ой-к. † Çыр хĕринче çĕр çырли; татрăмăр та çирăмăр, ыр çĕр-шывран уйăрлтăмăр (расстались с святою родиною). || Ырă скорее указывает на нравственные свойства или на высокие качества, лежащие в самой природе предмета; аван и лайăх этого оттенка не имеют. Срв. «ырă кăмăлăм», но: «лайăх чĕлхе-çăварăм». || Добро. Макка, 10°. Вăрçă хушшине ырă кĕмес. (Послов.). Ырра курсан, ырă пулать; усала курсан, усал пулать, теççĕ. (Послов.). Ырă тунине манакан çын — неблагодарный. Усал-тĕсел тулалла, ырри шалалла. Так произносят, когда поят больного наговоренною водою, совершая «ăш ыратсан, вĕрекен кĕле». N. Пирĕн тутарсемпе, тухса, çапăçнинчен ырри пулас çук ĕнтĕ. 1. Самое лучшее для нас, это — вступить в битву с татарами. 2. От нашей битвы с татарами положительно не будет добра. Ч. С. Çын, ырра курсан, ырă пулать, усала курсан, усал пулать, теççĕ ваттисем. Чăвйп. Кĕркка! атя кунтан тарар, кăсем ырă калаçмаççĕ (они говорят недобрые вещи; здесь — сговариваются убить). || Хорошо, по-хорошему. М. Тув. Ати-апай пур çинче ыр ĕçес те ыр çиес. Тогач. Тавай, ати, эреке, ыр ĕçес те ыр çияс. Полт. 49. Ват çын çине юратса ачашласа ыр пăхать (она). Юрк. Ĕнтĕ ырăран ырă калама тытăнать-çке. || Хорошо, что. Ч. С. Анне, ырă, аттене каласа кăтартмарĕ. || Добрый дух, доброе начало в природе, Собр. 137°. Çак тырсене акма вăрлăх кăларнă чух, ырра хирĕç ту усалла тӳртĕн ту. (Из моленья). IЬ. 137. Уя тухăпăр татах ырра хирĕç, усалла тӳртĕн ту. (Из моленья). || Ырă ют, туру ют, песенная вставка, возникшая из «Ыр(ă), эй, ут, тур(ă), эй, ут»? Ч. К. † Çич хӳрелĕ хĕр куртăм, — ырă ют, туру ют! — пилĕк çыххи пилĕк сум! Анат-касси хĕрĕсем ултă хĕрĕ пĕр укçа. || Ырă пурăнăçлă, благочестивый. См. 2. ырă.

ырă кур

быть счастливым. Наслаждаться. Пользоваться. Сĕт-к. Ĕçрĕм — ыр кортăм, хĕр кортăм. БАБ. Сирĕн патăртан ĕнтĕ пăрахсах таратпăр (убегаем): ырă курăр ĕнтĕ. (Слова киреметей, обратившихся в бегство). N. Эпĕр ун патĕнче нумай ырă курнă-çке (часто угощал нас, хорошо принимал и пр.). Сĕт-к. Эпĕ илес хĕрсене ыр çын улĕ, исе, ыр кортăр, ыр кортăр та шар кортăр, ачи-пăча шар кортар. (В более старом варианте, слышанном мною в Курм. у. больше сорока лет назад, говорилось только: «Эпĕр илес хĕрсене ыр çын исе ыр кортăр»). К. С. Çак палуммипе (= пан-улмипе) кам ырă курать-ши? Кто воспользуется и насладится этим яблоком? Пшкрт. Халы̆ вы̆л сэ̆рβэ ыры̆ корачы̆ Очы̆кас сиызэм. Теперь тою землею владеют Оточевцы. О заступл. 14. Хура халăх та патша ĕçкĕ-çикинчен ырă курнă.

ырлăх

то же что ырăлăх. Добро, имушество, достояние. НТЧ. Эпĕ: ку ырлăха мар пулĕ (не к добру), мĕн те пулса пулать пулĕ, терĕм. Б. Бур. † Ут-кăшкарăн вăрлăхĕ, хура-туллăн ырлăхĕ. Атте-аннен юрлăхĕ, тивет иккен ырлăхĕ. Н. Якушк. Эпир вылятпăр, кулатпăр ырлăх çинче ӳснĕрен (оттого что живем в довольстве). Изамб. Т. Исампаальсем: кăсем (они) ырлăха килмеççĕ ĕнтĕ, тесе, килнелле Пăла урлă каçкă. Прокоп. † Ан йĕр, тăван, татăлса, пуççăр çине ырлăх çăват-ĕçке. Юрк. Пур ырлăхне хăй курать. Собр. Ырлăхран ырман, теççĕ. (Послов.). Бюрг. † Питĕрпурăн пурлăхĕ пурте хура халăхăн ырлăхĕ; хура халăхан пурлăхĕ пурте хуратăнранăн ырлăхĕ. Байгл. Ах, ырлăхăм, ырлăхăм! Ылттăн пекех ытăнать, кĕмĕл пекех шăранать, тăхлан пекех ирĕлет. (Из плача невесты). Ч. Й. Атте-анне ырлăхĕ çинче çинçе пĕвĕме эпĕ ӳстертĕм. Н. Карм. Эй мана ырлăх тăвакан Николай Иванович! (Начало письма). Сказки и пред. 107. Ырлах çинчен юрлакан кайăк йăвине кĕрсен. Хора-к., Покр. в. Ырлăх тăваччен, шырлăх ту. (Послов.). Шевле. Он ырлăхне (благодаря ему) пĕтĕм ял çока юлнă, чӳк туса парса. Панклеи. Карчăк çăккăрсане пуçтарса хорчĕ те, старика кĕрсенех çӳçрен ярса илчĕ. Çатмарине çаппĕр-илчĕ, çаппĕр-илчĕ те, пор холĕсене хоçса пĕтерсе: çав-и сан ырçа ырлăх? çав-и сан ырçа ырлăхĕ? тесе хĕнесе орайне пăраххĕр. Макка, 13°. Хăта-тăхлач ырлăхĕ пĕтмĕ вăл. Чăвйп. З. Вăсене утă капанĕ пек ырлăх тусан та, ăна часах манаççĕ; вир пĕрчи пек хурлăх тусан, ĕмĕр манмаççĕ. Чăвйп. 36°. Леш каланă: килесее килетĕп те, эсĕ мана пĕр ырлăх каласа пар, тенĕ.

ытлашши

(ытлашши), лишний. Хĕр вара, йĕрсе, ашшĕпе-амăшне калать: эпĕ сиртен ытлашши юлтăм пулĕ, тет (должно быть, я стала для вас лишнею). Юрк. Унта та ытлашши пĕр çĕр выртрăм. Юрк. Пулĕ те çав; пĕччен чухне чей ытлашши те юлать пулĕ. Ытлашшине ăна тăкса яма пулать-çке! Демид. Сирĕн çĕр ытлашши мар-и? Не лишняя-ли у вас земля? Дик. леб. 45, Унăн ăсĕ-хакăлĕ ытлашшиех пулман (не было лишнего ума). Альш. Пурне те уйăрса пĕтерсен, пĕр пит лайăх тăлăпĕ ытлашши юлчĕ, тет. N. Ĕç ман пĕрте ытлашши мар. Работы у меня совсем немного. || Остающийся сверх необходимых расходов. Юрк. Карачăмĕ çĕнĕ вырăнта нумайрах шалунни иле пуçласан, аллинче ытлашши укçа пула пуçлать. Юрк. Мĕн илнĕ шалуннине, çинĕшен тӳлесен, ытлашшине пурне те киле ярать. Б. Олг. Пыр, тет (т̚эт). эппин каçпала, пăластăк парăп-ăçке, тет; хамран ытлашшине (что останется лишнего, не необходимого мне самому) парăп эппин, тет. || Слишком. Ытлашши сивĕ мар. Не слишком холодно. || Хорошо. Сказки и пред. 81. Ырă евĕчĕ килĕнче туйне турĕç ытшлашши. || Ытлашшипе — с походом (т.-е. с прибавкой, напр. при взвешивании; иначе — паххутпа).

и

(и), вопрос. частица. Иногда энклит.: ли. Ставится после всех частей речи. См. а, е. Рег. 491. Вăл туса-и, пичĕш туса-и кона? Рег. 492. Вăя сана хăва (=сам) пачи кона? Он тебе это сам дал? Рег. 493. Эс пырса-и, вăл пырса-и? Рег. 494. Вăл тури (= турĕ-и) кона (ку портаврине)? Рег. 495. Вăл туса-и? Рег. 487. Шув-и ку? Онни (онăн-и) ку? Сумар-и вăл? Пусăк-и? Букв. 1886. Ĕлĕк хама вăрланă чухнехи аса килмерĕ-и-ха? тесе калать, тет, карчăк. Рег. 1430. Эп кайса пăхам, килте-и, кияте мар-и вăл. Рег. 1432. Кайăпăри, йолăпăри, пĕлместĕп эп халĕ. Рег. 1437. Кили, килми? — Эп онтан итрĕм, килет-и, килмест-и, тесе. Сред. Юм. Эп пĕлмесп-и? Я не знаю ли? Ст. Чек. Эс-и ку? 1. Неужели это ты? 2. Это ты? IЬ. Эсĕ-ччи унта? Разве там был ты. Беседа чув. 13. Те кам та пулсан çилентернĕ сана, е арăмупа вăрçнă-и эсĕ? Орау. Пулăшăн-и? (Юрк. Пулăшăн-а?). Поможешь-ли? Чебокс. Атте, вăрмана кăмпа пуçтарма каям-и? — Кай, ачам (позволение). Ч. С. Эпир, ана çине çитсе, вуншар кĕпте выртăмăр-и, выраймарăмăр-и — хĕвел анăçĕ енчен хуп-хура çумăр, хăрушă аслати авăтса, киле пуçларĕ. N. Улпучĕ тухрĕ, тетте: мĕн пăхатăн чăваш? тесе каларĕ, тет. Лешĕ: пăрçа пит аван санăн, Ваше Высокородие; çавна пăхмастăп-и-ха эпĕ? (вот я на него и смотрю) тесе каларĕ, тет. || Или — или; ли — ли; то-то. Юрк. Вир кĕрпинчен-и, хура-тул кĕрпинчен-и, пăри кĕрпинчен-и, чăваш арамĕсем пăтă пĕçерсен, çисе тăранма хал çук. Елш. Пирĕн ялтан Куславккана çич çухрăм-и, тăххăр-и хисеплеççĕ. Рег. 1431. Паян-и, ыран-и полĕ (хатĕр). Орау. Николай Иванович! Эпĕ килтĕм те, сире вăратса кĕрес мар, терĕм; халь N. патне-и, ай мăнастире-и каяп-ха. Петĕр. Рег. 1435. Паян поли (= полĕ-и) хатьăр, ыран поли хатьăр. Рег. 1434. Сотăп-и, хам пусăп-и (сотăпри, хамăр пусăпри). Рег. 1436. Вăл хорт картинче поли, ойра поли. С. Йор полĕ-и, çомăр полĕ-и, полатех паян. С. Ларать-и, тăрать-и, выртать-и, пĕре те тӳр (спокойно) тăма пĕлмеç. Ку ачан пĕре те тирпейĕ (порядка) çок: макрать-и, колать-и; вăрçать-и. Орау. Хуннĕмсем янă пуль-и (= либо), пĕр-кун пĕр уччиттĕл килсе карĕ, укçа ярас терĕ, — çав янă пуль-и. Сборн. Пăвăрлă лаши сĕлĕ çимест. Çийĕчи та, çимĕчи, пури тĕпĕ яка пулĕ. Исх. ХХI, 31. Ывăлне сĕксе вĕлерет-и, хĕрне сĕксе вĕлерет-и (сына ли забодает, дочь ли забодает), ăна çав закон тăрăхах тумалла. || В особом значении. См. «Оп. иссл. чув. синт. II, 146 след. Т. VII. Тархасшăн патакма пăрахса хăварсам-и. Собр. 253. Ачам, сана мĕн парам-ши? Виçĕ ял çинчи сарă каччă сана халал, ай, пултăр-и. Тимерс. † Атьăр, каятпăр-и, каятпăр-и, кĕмĕлтен те кĕпер саратпăр-и? † Пиллĕрсем-и, атте, пиллĕр, анне. Шелепи с. I, 15. Ыр вут ама, вут амăш, ху вутна ху чарсам-и! Ырă турă Пӳлĕхçĕ, пĕр ху анчах çăлсам-и! || Иногда — без вопросительной интонации. Çур-çĕре çитейĕпĕр-и. Не знаю, доедем-ли к полуночи. Якейк. Эп вăйлă полам-и, сана ним вырăнне те хорас çок! Ах, если-бы я был сильным, я бы тебя ни во что не ставил! || Кажется; как будто. Орау. Эс çапла каламарăн-и? Кажется, ты сказал так? || Выражает неуверенность, незнание. Орау. Шр мă-ăнтăр учительница пурччĕ те, каять-и-ха, каймаст-и, мур (не знаю, уйдет-ли с места, или нет). N. Тепĕр писмине карточкапа пĕрле ярса поли. Не знаю, удастся-ли послать следующее письмо с карточкой. || Поди как. Сред. Юм. Эрне çукаланать-и. Поди как, чай, теперь лакомится. Эрне тĕпĕртетеççи иккĕш. Ерехетленсе ларать-и. Поди, чай, как довольствуется (наслаждается). || Авось. Орау. Кай-ха, пами (т.-е. авось даст). IЬ. Кăçал юр хулăм ӳкрĕ, çула хирте турă пами (авось не даст-ли бог урожая). || Орау. Сысса хурам! На... ть мне! IЬ. Сысса хурам-и! Вот еще!... на...! Оба выраженил означают нежелание сделать что-либо. || IЬ. Çĕр çăггăр-и! — Мур çитăр-и! — Сысса хăварам-и! Все эти выражевия означают: «а чорт мне с ним!», «ну его к чорту!» и пр.

и-мĕн

разве. Числа, 11, 13. Ăна эпĕ çуратрăм-и-мĕн? IЬ. ХII, 2. Турă пĕр Моисейе анчах каланă-и-мĕн? Вăл пире те каламан-и вара? тенĕ. См.-им. || Пожалуй. Орау. Тата кирли? — Паратни-мĕн тепĕр стаккан. Еще надо? — Пожалуй, дай еще стакан (напр., молока).

и-и

(протяжное и) или и-и-и (еще более протяжный звук), то же, что и. Эпĕ кĕркунне тияккăнăн ĕç çук, тесе: и-и! ĕçин вĕçĕ-хĕрри те çук. Сказки и пред. чув. 96. И-и., Михетер, каяр-ха, хĕрӳ çине сур ĕнтĕ! Хып. 1906, № 20. Тутарĕсем: пирĕн паттăр, теççĕ, чăвашĕсем: пирĕн, теççĕ. И-и-и, унччен те пулмарĕ, çапăçма та тытăнчĕç.

Ие

(иjэ), назв. духа. См. Магн. 146—148. Ст. Чек. Ие — злой дух; если оставить ребенка одного на земле, то он пристает к нему, и ребенок делается больным. Некоторые остаются на веки больными или хромыми. Урине не чăмланă — стал хромым. Ст. Чек. Ие — духи в бане; вредят ребятам, делают их худыми, заставляют плакать (ие ернĕ.) Т. Исаев. Ие особенно мунчара пулать, тата вырăнта та пулать; вырăнта выльăх-чĕрлĕх хупакан çĕртре пулать. Вăл ие тени çичĕ ятлă пулать; ак унăн ячĕсем: 1) мул ийи, 2) çĕр ийи (scr. ĕйи), 3) кĕлĕ ийи (scr. ĕйи), 4) макра ийи (scr. йи), 5) чĕпĕте ийи, 6) çул ийи, 7) çĕрлехи ийи. Вĕсем тытсан, выльăх-чĕрлĕх хутланса ӳкет, ăçта выльăх-чĕрлĕхĕн пуçне те çаварса лартать. Латышево. Бывают: уй ийи, вăрман ийи, кмака ийи, карта нйи, пусма айĕ ийи, виç куçлă ийе. Щ. С. Ийе мунчара пурăнать (дух). СПВВ. «Ие = ăна», Изамб. 103. Те ийе çыпăçнă (ребенок болен, все плачет). Шибач. Ачана ие çыпăçнă (вĕлерет). Ие чăмлать. Хорачка. Ача (ача) çоратсассăн, е (иă) çыпăçат, теччĕ. Ачи (ачи) типет, макăрат (маграт). Карчăксам (карчы̆ксам) чĕлке соркаласа параччĕ, каран суалать ачи (ачи). Запись фонетически не точна. Ходары. Тата пĕрнн-пĕрин алăри ачи чирлесен, куна ие ерет пулĕ-ха, тесе, пилеш шăрçа туса, çакçа яраççĕ. БАБ. Тепĕри (т.-е. йомзя): ие çулнă (поразил), тесе, ие хуса кăларчĕ, тет те, манăн чĕлхе уçăлса, калаçакан пултăм, тет (и говорят, что после этого изгнания я стал говорить). БАБ. Ие хуса кăларни. Совершается, когда ребенка «ие çулнă» Старуха-йомзя выносит болезненного ребенка на середину двора, кладет, покрыв его «такана» (почевками), и зажигает их и бьет кругом по «такана» прутом «йĕплĕ хулă», читая «кĕлĕ». При этом совершаются и другие обряды. Потом ребенка обмывают отваром травы «ие курăкĕ», а затем воду, траву и «йĕплĕ хулă» выкидывают на перекресток (çул юппине). Изамб. Т. Те ие ернĕ, ялан ерет! (ребенок). — Çук, ие ермен кăна, куçĕнченех паллă. || Ие чăмланă, человек расслабленный, не владеющий своими членами; иногда у него руки и ноги здоровы, а голова не держится. Сред. Юм. Мурат. вол. Ие тăмласа кайнă (что-то в роде собачьей старости у детей, худоба). Ст. Чек. Мăйне ие хуçнă, ие туланă (слабость, болезненная, неизлечимая или искалечение оконечностей). Ст. Чек. Ие туланă пек ташлаççĕ. Пляшут как угорелые? См. Рекеев, 7; Магн., а также Г. Т. Тимофеев. Ие (по-тюрлемински) мунчара пурăнать. Ие урайĕнче (путпулта) пурăнать, сайра. Пуш пӳртре те пурăнать. Кураççĕ ăна. Ача-пăчана улăштарса каять. Хăйĕн ачи начартарах пулсассăн, этем ачипе улăштарать. Килте ыттисем çук чухне, сăпкара выртакан ачана илет те, ун вырăнне хăйĕнне хăварать. Ие ачи çемçе, ленчеркке пулать: пите ерет. Нишли (sic!) ача теççĕ ун пеккине. Ачине хĕнемелле, тет, пĕлсен; вара улăштарса каять, тет, калла. — Мунчари ие усал, тет, килтинкен. Вĕсем, çынна çапăнсан, усал тăваççĕ. Ача-пăчана, пысăк çынна та, çапăнать. Вăл çапăннă çын ленчеркке пулать: ăна «ансат хуçать». Иене вĕртсе кăлараççĕ. Питĕ вирлĕ вĕрекен тутар арăмĕссм пур. Тухнă чухне, хăнне (sic!) вĕрекене аптратса хăварать, тет. Ие сикет, теççĕ. Манăн шăллăма вĕртме çӳретчĕç, эпĕ пĕчикçĕ чухне; кашни каймасрен, çăнăх, кĕрпе, кăмрăк, тата темĕн иле-иле каятчĕç. Атте нумай та вĕреннĕ çын, çаплах кайнă! Шăллăма мунчара çапăннăччĕ. Мунча кĕнĕ чух, тĕк-тăмалăх витре чăн-чан! туса кайрĕ, тет. Унччен те пулмарĕ, тет, вырттарнă ачи: шари-шари! иккĕ-виççе хытă кăшкăрчĕ, тет. Çавăнтан вара пирĕн ача начарланнăçемĕн начарлана пуçларĕ, тет. Хай ача ни çывăраймасчĕ, нимĕн тăлаймасчĕ, тет. Ачана ансат хуçа пуçларĕ, тет. Çинерех илтсе пĕлеç те, каяççĕ хăвăртрах тутар арăмĕ патне. Тутар арăмĕ вĕресшĕнех мар, тет. Ывăлĕпе кинĕ хăйĕнчен вăрттăн каларĕçĕ, тет: çавăрăнĕ-ха, çапла тусан, капла тусан, тесе, калаççĕ, тет. Хай тутар арăмĕ чăнах та вĕрме пулчĕ, тет. Вара вĕртме ăна çиччĕ-саккăр та кайнă, тет. Малтан вăл териех тарăхса вĕрмес, тет. Виççĕмĕшĕнче, тăваттăмĕшĕнче питĕ хытă тытăнса вĕрчĕ, тет. Хăй, тытан амак тытнă пек пулса кайса, ӳксе, нумайччен выртрĕ, тет. Ывăлĕпе кинĕ шыв-мĕн парса, мĕн туса, хай арăм пĕр çур сехет иртсен тин тăчĕ, тет, чипер çын пулса. Аннен пирĕн (вăл унтах пурăннă) сехри хăпнă: вилчĕ-тăр, тесе. Вăл, ачаран тухсан, хăйне анратса хăварать, тет, иккен. Чăваш арăмĕсем, вĕрнĕ-сурнă чухне, анаслаççĕ те, йывăр вĕрме, теççĕ: лешĕ, усалĕ, йывăрлантарать, теççĕ. Çав тутар арăмĕ аптранăран вара ака самапланнăçем самайлана пуçларĕ, тет, йĕме те вăл териех йĕмесчĕ, тет. — Çапла шăллăм хуллен-хуллен чĕрĕлнĕ. Халĕ сывă çынах, анчах хăрах вĕчи, çав ĕлĕк ыратни, аяларах. Чупма та вăл териех аван мар-тăр: час ывăнать. — Ие сикет, тет. Анне çав тутар арăмĕ патĕнче пураннă чухне, кашни çĕр тутар арăмĕ тăра-тăра ачана çĕрле, тĕттĕм çĕрте, вĕретчĕ, тет. Вĕрнĕ хыççăнах ача, лăпланса, аранçĕ ăйха каятчĕ, тет. Анне те: ăйха каяттăмччĕ, тет. Пĕрре çапла, вăл ăйха кайсан, кăштăр-каштăр тунă пек пулчĕ, тет. Анне: хăраса, вăрантăм, тет. Вăл иккен тутар арăмĕ вĕсем патне пынă, тет те, анне çумĕнчи ачана вĕрсе ларать, тет. Çавăнтан хăранипе (вăл шухăшлать: тутар арăмĕ вĕрме пырсан, ие, тарса, мана, сĕртĕнсе, хăратнă-тăр, тет), аннен те хăрах алли типе пуçланă, тет. Ăна та, пĕр-икĕ хут кайса, вĕртрĕм, тет те, тӳрленкĕ, тет. Çапла калать çав анне. Анчах ун пек, кун пек япала çннчен çынна каласа яма юрамас, тет: лешне, чĕрĕлнине хĕн килет, тет. Вĕрекене те аван мар, тет: ĕçĕ уçăлмас, тет. См. «Этногр. зам. о чув. Козм. У. Каз. г.» Н. В. Никольского (ИОАИЭ, 1911). ||Асан. Ие — домовой. Чтобы переманять его в новый дом, переносят кирпич из старого? Представляют в виде ребенка. Пшкрт. Кардара утсам ты̆рны̆ џ̌он’а, с’илҕи пэ̆дэ̆рэ̆нцэ̆к ползасы̆н иа пэ̆лäтäзä (заплёл), тэччэ̆. См. Вупăр. || Иä ôjы̆, назв. поля. Пшкрт.

икçĕрлĕ

в двух различных направлениях. Антик. Эпĕ çавăнпа хирĕç пулашшĕнччĕ, анчах иксĕмер те икçĕрлĕ кайрăмăр («разошлись»).

икĕ

(иг’э̆, игэ̆), два. См. ик, иккĕ. Ставится только в качестве определения. Янгорч. Икĕ турта, две оглобли. Икĕ кайăка хăвалакан пĕр кайăксăр юлнă, тет. (Послов.). Юрк. † Икĕ чĕрелĕ (с двумя сердцами) лашам пур, хĕр вăрлама майĕ пур, тытăç, тесе, чунăм çук. Орау. Кунта эпĕ икĕ вăрăм сăмсаллă çынна пĕлен. Орау. Икĕ иккĕ, две двойки; икĕ пиллĕк, две пятерки. Буинск. Икĕ пус, две копейки на серебро (у других çичĕ пус). Юрк. Чăвашсемшĕн унтан икĕ пуслăх усси те пулмай. Микуш. † Икĕ куçăм тулли ыйхăм пур, — кампа выртса, кампа çыврам-ши? Ст. Чек. Çаппрĕ те, икĕ куçăмран вут сиксе туххрĕ. Ударил, и у меня из глаз искры посыпались. Рег. 651. Икĕ хут, ир «maskôr, reggel». Щ. С. Икĕ сум та вунă пус пĕр укçа, 60 коп. («пĕр укçа» здесь прибавлено по ошибке). IЬ. Икĕ сум та пиллĕк пусран вунă пус пĕр укçа тухать. Альш. Икĕ-виçĕ пус парса илнĕ вĕт ăна (её). Ст. Шайм. Кая-кая хĕрарăм патша икĕ пĕлĕт (scr. пĕлет) хушшине пырать, тет. Собран. 101°. Кăçта каятăн, кăвакал? — Икĕ картана (quid?) каятăп. Икĕ картара мĕскер пур? унта маян ява пур, Собран. 197°. Икĕш икĕ çăккăр чиксе кайнă. Они пошли, взяв каждыă (uterque) по короваю хлеба. Шурăм-п., № аа. Халăх çак икĕ сăмах икĕ тĕрлине пĕлет, ăçта кирлĕ, унта шутлас тет, ăçта хисеплемелле — хисеплес тет. М. Д. Çак старик, арăмĕ вилес, икĕ хут (вторично) авланнă, тет. Щ. С. Икĕ сум вунă пус = 60 коп.

иккен

(иккэн'), от тат. iкäн. См. «Оп. иссл. чув. синт.» I, стр. 544 ., II, стр. 237—339. || Оказывается. Бес. чув. Микулай пит инçех кайман иккен; Керимулла ăна чĕнчĕ те, вăл каллах ун патне пычĕ. С. Шигали. Ц. Эпĕ çаксам килнине куртăм та, часрах, кам иккенисене паллас тесе, пӳрте чупса кĕтĕм. Альш. Вăл мăрса вăл вырăнта кĕлĕ те тăвать иккен (совершал), тата урăх темĕн кирлисене туса тытса тăрать иккен, хăй çыннисемпе. N. Эпĕ чăнах та: курăк пулĕ, тесе; вăл авă мĕне иккен-ха Альш. Вун-икĕ мулкаç çурисем тĕл пултăм; вун-икĕ мулкаç çурисем иртиччен, выртас иккен çулçăн айĕнче. † Хура вăрман витĕр тухнă чух, вун-икĕ мулкач, çури тĕл пултăм, вун-икĕ мулкач çури иртиччен, выртас иккен çулçă айĕнче: çак самана йăвăрне пĕлнĕ пулсан, выртас мĕн анненĕн хивĕнче (=хĕвĕнче). Кошки. † Çакă нушана пĕлнĕ пулсан, выртас иккен анненĕн хĕвĕнче. Хып. 1906, № 29. Вĕсем пит килĕштерсе пурăнаççĕ. Анчах инкек кирек кама та тиркемест иккен! Альш. Шап-шурă юрсем çинче ылттăн тенкĕ пек иккен йĕрĕсем. Изамб. Т. Эпир пăхăрăмăр та, чăнах та хĕвел выляса тухат иккенне куртăмăр (на пасхе). N. Вара эпĕ хай йĕрĕхе (=кузов йĕрĕх'а) пытарнă иккенне пĕтĕм (узнал, что спрятали). Шел. И. 15. Иртет иккен ĕмĕр.... пĕтет кун-çул...

иккĕлен

или иккĕллен, двоиться, удваиваться. Сомневаться. Хурамал. Каяс-и, каяс мар-и? тесе, иккĕленсе тăтăм. Серг. Рад. Çергий кĕллине чĕрĕлнине пĕр иккĕленмесĕр ĕненнĕ. Ист. церкви. Анчах ун чухне эпĕ Христос законĕпе пурăнайăп-ши, пурăнаймăп-ши? тесе иккĕленсе тăраттăм. Чув. Кал., 1910, 33. Малтан хăшĕ иккĕленнĕ, таварĕсене ĕлĕк пухакансене панă. Ист. Владимир, ĕлĕкех хăйĕн тĕнĕ çинчен кăшт иккĕленекенскер, халĕ чăнахах урăхла шухăшла пуçлапă. О заступл. Эсĕ мана пулăшасси çинчен эпĕ нихăçан та иккĕленмен.

типĕ иксӳ

назв. какой-то икоты. Ст. Чек. Тип иксӳ тинĕс тавра, эпĕ арман тавра. По объясн. чув. из с. Сиктермы, — «икота, возникающая не после еды, не на сытый желудок».

ил

(ил'), брать, взять; покупать, купить; снять. Ст. Чек. Пыл исе каяççĕ те, лере çăлран шыв исе, шĕветеççĕ. Рег. 96. Она исе каяссише исе кайман, орăхне исе кайнă. Взял не тот, который было надо взять, а другой. Вишн. 72. Вĕсем (воды) хăйсемпе пĕрле çĕр витĕр аннă чух тислĕке те илсе кĕреççĕ те, часах çав ăшăк пусса пухăнаççĕ. Хып. 1906, № 5. Кам илес тиекен илтĕр, манран илсе пулас çук, тет аслашшĕ (т.-е. я не могу купить). И. И. Орлов. В Ракове «илсе кайма кайĕ» = «илсе кайин». Тогаево Покр. Витресем порте мончара, кайса илесси терĕç. Орау. Лаши мĕн пур вăйĕпе чупса пычă чухне салтакки пĕшкĕнсе аллипе тăпра иле-иле пырать. Орау. Пĕри ман хушамата илнĕ (выбрал себе взамен своей мою фамилию). К. С. Эпир кăçал хĕлĕпех тырă илтĕмĕр (покупали всю зиму). Хып. 1906, № 28. Кама, мĕн те çĕр хуçине тӳлес? Кам хăй укçалла илнине кăтартĕ, ăна тӳлесен те юрать. Ст. Шайм. Ача: лешсене илнине кăна илĕпĕр, тет. Парень говорит: «Если уж те вещи сумели взять, то эту возьмем». Ист. Олег çапла тапăна-тапăна Чернигова туртса илнĕ-илнех (все-таки взял.). Чураль-к. † Авăн çапнă укçапа илсе ячĕç ка... на (cunnum). НАК. Ачанăн ашшĕсем ачи илес (scr. исел) тенĕ хĕре илес тесен, евĕч хĕрĕн ашшĕсене калаçтарма каять. Юрк. Шалуннине те чиперех илекен пулать (стад получать порядочное жалованье). Толст. Вĕреннĕ çын арăмне килне илсе кайрĕ, тет, вĕренменнине çавăнтах патакпа çапса илчĕç, тет. Толст. Вăл укçапа пĕр чăхă илсе ярать (на эти деньги покупает). Якей. Сарă вăрăм хĕрсене илессӳ çок (если не хочешь взять), ма астарас? Ирть-х. Вăл Атăл илчĕ он чохне, латти полмарĕ, окçи пĕтрĕ. Он тогда снял (с торгов) Волгу, но толку не вышло, а деньги ушли попусту. Рег. 1086. Ик кĕрĕк илме окçа патăм. Орау. Хам укçана илимарăм (или: кăларимарăм). Я и своих денег не выручил. СТИК. Çук, мĕн улмине калан! Илех тăратпăр та, ăçтан пултăр! Где уж тут в целости сохраниться яблокам, когда дня не пропускаем, чтобы не поесть яблоков. О сохр. зд. Вара пичĕ (наволочка) варлансан ăна час-часах илсе (сняв) çума та пулать. Рег. 1508. Вăл сана парсан, ил (возьми). Букв. 1908, 17. Аллусене ил (отними, возьми), мана сывлама йывăр. Бес. о земл. Малтанхи çуркуннехи сухапа тĕплĕрех тăвас пулать, суха кассисене (борозды) кĕçĕнрен илес (провести) пулать. † Илес-илес илесех, аваннинех илесех (невесту), хамăр ялтан илесех. Т. Исаев. Эй турă, тăхăр çулччен тырă-пулă акса туса илтĕмĕр, тăхăр çул хушшинче лайăх та, начар та тырă пулчĕ, эй турă, тата тепĕр тăхăр çулччен тырă-пулă лайăх пулма парччĕ. Т. Исаев. Çапла пĕр кун ятне илер-ха (возьмем, для примера, название одного дня). Цив. Каçпала пĕр çĕрĕк çăпата илсе кĕреççĕ. Букв. Пирĕн ялта пĕр çын пасартан сӳсмен илсе тавăрăннă тет. Шорк. Исе-исе лайăхрах атă илес. Если уж покупать сапоги, то надо купить получше. СТИК. Çĕр-улми илмелле кĕреп те туртап (чĕлĕм). Спускаюсь в подполье, как будто за картофелем, и курю. Рег. 500. Эс исе, эп илтĕм. Ч. С. Вăл вилеччен виçĕ çул малтан пĕр Çатра-касси çынинне тырă çинчен утне тытса хупнă. Ăна ахаль паман, виçĕ тенкĕ укçа илсе юлнă. Сборн. мол. 14. Вăл чура сăнне илсе, этем пек пулса тĕсĕпе çын евĕрлĕ пулса, хăйне хăй кĕçĕнлетнĕ. ССО. Илсе килтер, велеть привести. N. Египет çынннсем çине тинĕсе илсе пырса, тинĕс шывĕ айне турĕ. Шихазаны. Илсе ярас (купить) эппин пĕр сурăх, терĕç. Альш. Унта ахăл-ахăл тăваççĕ (молодежь): вĕсене хирĕç вăрманĕ янраса тăрать, сассисене илсе... Хып. 1906, № 27. Çапла ĕнтĕ ун пек патшалăхсенче халăх суйласа янă çынсем закон еркисене пăхса тăраççĕ, патшалăхри пайтасене, расходсене хисеп илсе тăраççĕ. Рег. 872. Порте илчĕç ĕçлĕксене (поç çинчен). К. С. Илмеллех ил, совсем взять. || Взять замуж. Никитин. Мана Хомок илмере илме (чит.: илмерĕ, илмерĕ) — курĕ-халĕ нушнине, курĕ-халĕ нушнине. Чураль-к. † Ялти маттур сар хĕрсене илме тăртăм, çул çитмест. Т. М. Матв. Илнĕ лаша ăнмасан, çулталăка хуйхă; илнĕ арăм ăнмасан, ĕмĕрлĕхе хуйхă. Ст. Айб. † Вĕтлĕх çулчи кĕл пулмĕ, пирĕн (чит,: пире?) илен хур пулмĕ. Изамб. Т. Эпĕ ун пек (такую) арăм илес çине (чтобы взять) авланмастăп та, теччĕ. Тăвйп. Иван вара урăх начартарах, çук çын хĕрне аран илсе янă. † Пăхса хонă сар хĕрне илсе яма (взять за себя) полмарĕ. || Взять на военную службу. Урмай. Нурăс кулачи шур кулач; илес тесе карăм та, хамăра илсе пăрахрĕç. (Из солд. п.). || Стричь. Сред. Юм. Кам сана тутар пик илсе янă? Чирикеево. Çӳçне нумай илмен, кăшт-кăна кăрăхтарнă. || Оказаться в состоянии стронуть с места, свезти (о лошади). Изамб. Т. Мăклă лавсене лашасем çиле хирĕç ниепле илеймеççĕ (не могут везти). Букв. I, 1904, 71. Хайхисен лашисем харăс илсе, шыв пек кайнă. N. Утсем илеймерĕç. Лошади не взяли. || Заливать, понимать (о воде). Якей. Пилĕк таран шу илч (затопила), çаплах лармаçть (она). Шу мыя иле пуçларĕ. Альш. Етремене Сурăх ваççи юхса кĕнĕ тĕлте, мал енчи çеремре, пĕр çур ял вырăне пек çӳлĕ шыв илмен вырăн пур — тĕме. Богатыр. Шыв унта та тулса çитрĕ (поднялась) тет те, улпута мăй таран илчĕ, тет. || Резать, пилить (об инструменте). Толст. Илмест. Не берёт (пила). || Перетягивать. СТИК. Илеймест-ха=не перетягивает (чашка весов). || Выростать (о новом мясе). О сохр. зд. Чи çиелти тир пирĕн кивелсе, кирĕк пулса тăкăнса каять те, ун вырăнне аялтан çĕнĕ ӳт илсе пырать. Хып. 1906, № 43. Тĕттĕм çĕрте пурăнса куçĕсем е пит пĕчĕккĕленсе вăйсăрланса кайнă, е куçĕсене пĕтĕмпех ӳт илсе ларнă (заросли мясом). || Захватывать (не целиком, о пожаре). Орау. Вăсен пӳртне те вут илчĕ. И их изба загорелась. См. хып. || Умножать (в арифм.). || Начать одолевать в борьбе. Сред. Юм. Илсе-илсе пыраттăмчĕ (в борьбе), тепле ôрана хиртерчĕ те, çавăрчĕ-пăрахрĕ. Такки çĕнчĕ, терĕç вара çапах. || Futuere, terere. Ст. Чек. Эпĕ ăна, ох, илтĕм! || Дрыхнуть во всю. Якей. Эпĕр ăйха илеппĕр анчах. Мы знаем спим (много спим). Загораться. Пĕр шăрпăкпа илеймерĕ. От одной спички не загорелось. || Часто употр. в качестве вспомог. гл., даже если говорится о действиях неодушевл. предметов. См. «Опыт иссл. чув. синт.», II, 45, 52—55. Яргуньк. Хай çĕлен кайран калях çыпçăнса илчĕ (опять обвился вокруг шеи портного). Юрк. Пуçĕнчен çĕлĕкне хыпаланса хывса илсе... Ст. Ганьк. † Ах, аттеçĕм, аннеçĕм! Ырашне çапса илсен, улăмĕ вута! терĕр пуль. Букв. 1904, I. Унтан пурте сăхсăхса илтĕмĕр (перекрестились) те, вăрмана кĕрсе кайрăмăр. Календ. 06 г. Вăл 24 сехетре пĕре çавăрнса илет (о земле). I-ая кн. для чт. 1912, 34. Ăна (клён) çил, вăрттăн пырса, кăшт сĕртĕнсе кайсан, вăл хăйĕн çулçисене вылянтарса, çавăркаласа пăхса илет. Хып. 1906, № 44. Халăх хăй те ăна сиссе илчĕ. Юрк. Ун патне килсеттĕмĕр çав, теççĕ те, тата урăх сăмах килаçса та илеймеççĕ, хай майра часах шалти пӳлĕме кĕрсе каят. I кн. для чт. 1912, 21. Шăпăр хулли хуçса илчĕ те, тытăнчĕ çунтарма (сечь, пороть). Чăв. юм. 1924, 32. Пĕр куç хупса иличчен. В мгновение ока. Чăв. юм. 1924, 17. Ак тамаша! Арча хуппине уççа ярсанах, симĕс-кăвак çĕлен-калта яшăлтатса тухрĕ. Хисепсĕр нумай. Авкаланса, хуçкаланса, хĕре явăнса илчĕç те, çавăнтах çиме пуçларĕç. К. С. Пĕрре... са илтĕм. Futui semel. Сред. Юм. Чӳрече витĕр кăçкăрса илчĕ. Увидал из окна и позвал к себе, и тот вошел. К. С. Тивертсе (или: хĕртсе) илтĕм. Прибил, отдул (кого). Юрк. Арăмĕ, ĕмĕрне çынпа килĕштереймен çын, кӳрши арăмĕне вăрççа илет. Ист. 354°. Хусана епле те пулсан туртса илес-илесех, тесе, çарă пуха Пуçланă. Ллыи. Кăна та юмăçă: пăхса вĕрсе илтĕм. тет. Толст. Пĕрре асапланса илсен, кайран çăмăл пулĕ. О сохр. зд. Куçсем часах ывăнса ыратакан пулаççĕ; вара ирĕксĕрех ĕçе пăрахса, пăртак канса илес пулать. БАБ. Анне ĕлĕк хампа асапланнине (со мною) шухăшласа илетĕн те, куççулĕ шапăрах юхса тухать. Сказки. Иванпа Петрăн (чит.: Петĕрĕн) лашисем те пĕр-пĕрне палласа кĕçенсе илчĕç, тет. N. Шухăшласа илме çук тĕлĕнмелле. Ч. С. Сăмса айне шăлнине ыттисем ан сисейччĕр, тесе: веçа килет! тесе, аллине тăсса кăтартса, сăмсине кăшт шăлса илчĕ, тет. N. Эпĕ вара ерсе илтĕм (поплакал). 93 çул. 68. Марккиз кулса илнĕ. Маркиз усмехнулся. Хăр. Паль. 19. Апатне те çăварĕ патне аран илсе пырать. И. Патт. 12. Эпĕ сире хĕрхенсе илсе çитертĕм (довёз), терĕ те лешĕ, чуптарчĕ хăй çулĕпе.

илсе çӳре

носить. Исх. ХIХ. Эпĕ сире ăмăрт-кайăк çуначĕсем çинче çĕклесе çӳренĕ пек илсе çӳрерĕм.

Илай

повидимому, яз. имя мужч. Отсюда Илай юрри, песня Илая. Илай юрри. Атте, мана кӳлсе пар; пичче, пушă явса пар; анне, тилкепе хурса пар; асатте, урхалăх хурса пар; аппа, çуна çине ларт; инке, хапха уççа яр. Эпĕ каятăп çыруçа, ваттисене вăрçтарса.

илештер

то же, что илентер. Ст. Чек. Салтак арăмĕ каччăсене илештернĕ (привадила к себе). Мусирма. Чӳрече çинче сар-каяк, салат сапса илештертĕмĕр; ай-хай, йысна Иван юр, тутăр парса илештертĕмĕр. Ал. Цв. 28. Хамăн тухатмăш тунă çуртăма эпĕ вун-пĕр хĕр илештертĕм, эсĕ вуниккĕмĕш пултăн. С. Яктик. Чăрсăр Тыха. Тыхана пур кил йышĕпех илештернĕ.

иллĕм-тиллĕм

(Ил'л’э̆м-т̚'ил'л'э̆м), время перед рассветом. Сред. Юм. Иллĕм-тиллĕмпех, рано утром до рассвета. Эпĕ паян иллĕм-тиллĕмпех тăнă (встал). Чертаг. Иллĕм-тиллĕмре килчĕ = ни тол çутăлнă, анчах шуçăм çутăлса килнĕ вăхăтра. М. Яльчики Т. Иллĕм-тиллĕм килнĕ. Пришел чуть свет. IЬ. Иллĕм-тиллĕм, çынсем хускалмасăр, мĕн çуйăхса çӳретĕн? Что ты расшумелся, ни свет ни заря? — еще и люди не поднялись!

илт

(Ил'т’, ил’т), слышать. Рег. 202. Эп илтрĕм çав сăмахсене каланине (каланисене). Чăвйп. Илтмен сăмахах: илтрĕм, тет, пĕтмен ĕçех: пĕлтĕм, тет. N. Сана эпир илтрĕмĕр: школта, тесе. Мы слышали, что ты в школе. Сред. Юм. Сана пола çăмах илтсе лар конта. Из-за тебя вот неприятности выслушивай. N. Тилли илтмĕш пулса калать: мĕн тетĕн? илтместĕп-çке! Сред. Юм. Ӳлмерен он пик чортта пĕр сăмах илтем пĕрех! — пуçна çапса çĕмрĕп! Пшкрт. лэш окмак єлдäт вы̆лзам сол’аνиын’ä (что они говорят). Якей. «Суйя аки» кам илтет (выслушивает)? — Кам кот парать, вăт илтет (из свад. песни о прежней любовнице жениха). Юрк. Ваттисем, çамрăккисем! Пурсăр та манран илтнĕ пулăр, пурсăра та сире пĕр сăмах! Юрк. Чăваш арăмĕ те ку çапла кăлăхах тертленсе каласа ларнине илте-пыра, унтан кулса тăра пуçлать. Юрк. Кӳрши çапла савăнса чĕннипе илте-тăра, кĕсем те, пӳрте кĕрсе, сĕтел хушшине кĕрсе ларса, хăна пула пуçлаççĕ (гостями стали). Юрк. Итлесе ларакансем илтнĕ пулăр. Рег. 201. Эп вăлсам сăмахсене илтрĕм, вăлсам попленисене. Рег. 142. Эп старикран илтрĕм санпа попленине. Рег. 141. Эп старикран илтсе эс каланине. Рег. 140. Эп илтрĕм вăл каланине. Ист. 144. Халăх, илтнĕ пулăр, акă эпир Панпа вут витĕр утса тухмалла тавлашрăмăр. Юрк. Халăх çапла каланнине илте-тăра ку та: эпĕ ăна лаша илме çĕр тенкĕ парасшăнчĕ, итлемерĕ, тет. Сиктерма. Эп илтеймесĕр юлтăм пулмалла. Я, должно быть, не расслышала. Юрк. Сарă алтăрта пыл йӳçет, ăна ĕçмесĕр каяс çук; пичче? килнĕ хăнана, илтмесĕрех каяс çук. (Хĕр сăри).

им

(им), то же, что и-мĕн, что-ли, разве. Эпĕ сампа (=санпа) выляма ача-им? Разве я ребенок, чтобы играть с тобою? Орау. Хырăма тăрантарать-им вăл! (скажет чувашин, напр., об апельсине, указывая на то, что он не питателен). Орау. Эс мана хуçа-им?! Разве ты мне хозяин? Орау. Эп сан тарçу-им эс хушнине тума?! Иов, I. Иов вăл ахалех турра хисеплесе пурăнать-им?

инçе

(ин’з’э), далеко. См. инче. О заступл. Эсĕ ватă. Сана инçе çула каясси. Т. Григрьева. Инçе шухăшла та, çывăхра пурăн, теççе. (Послов.). Т. Григорьева. Хума инçе пулсан, илме çывăх; хума çывăх пулсан, илме инçе, теççĕ. (Послов.). Сборн. Хума инçе хурсассăн, илме çывăх, теççĕ. (Послов.). Хып. 1906, 26. Халăха çĕр памасан, патшалăха еркелĕх кĕтме пит инçе. Образы. † Инçелех çула çывăх турăм, хамăр тăвансене курасшăн. † Калпак çуса çакрăм эп хĕвеле; хĕвелĕ инçе кайрĕ, час типес çук. Рак. † Инçе-инçе çула çывăх турăм, хам тăванăмсене курасшăн N. Вăл инçене кайнă. Он ушёл далеко. N. Инçерен, издали. Метаф. Иов, ХХVII. Эпĕ эсир мĕн каланине тӳрре хурасси инçе. || О времени. Ст. Дув. † Авăт, куккук, хытăрах, чарăнасси инçе мар. Т. М. Матв. Инçе хурсан, илме çывăх. (Послов.).

ипичи

ошибка вм. импичи? Торваш, Цив. у. и в. Пирĕн эртелсем çаксемчĕ: ипичи, эпĕ, тата тепĕр ик ача.

ир

(ир), утро; утром. Быт. I. Каç пулнă, ир пулнă: пĕр кун пулнă. Ир пулчĕ. Наступило утро. N. Карĕ-карĕ, тет, хай старик, ир тăрса, каçчен çаплах карĕ, тет. Пухтел. Кăçал çуркунне ир килчĕ. Нынче весна наступила рано. IЬ. Кăçал çуркунне ир килмерĕ (н. поздно). IЬ. Ир тухса, каçчен çаплах туптарнă (ехал на лошади). тет. Рег. 1477. Ир килет те, каç килет. Коракыш. Тепĕр ир çинче, на другое утро. М. Яуши. Ир пусан, по наступлении утра. IЬ. Тепĕр ирне, на другое утро. СТИК. Вăл паян ирех сыпрĕ, кĕлĕрен тухасса та кĕтмерĕ. Он выпил сегодня очень рано — не дождался конца церковной службы (т.-е. обедни). Трехбалт. Ир авăтакан куккук кукша пулать (ĕçне тумасăр малтан ан мухтан). Сред. Юм. Эпĕ паян кĕлле иртерехех (совсем рано) кайрăм та, ирхинех çитрĕм (успед к заутрене). N. Пĕр такăнсан (если споткнешься), ирччен, теççĕ. Уж оно если не везёт, так не везёт. (Послов.: за одной неудачей — другая). Сред. Юм. Ир тăракан тулă пĕрчи тупнă, тет. (Послов.). Ист. Ире хирĕç (к утру) Мстислав пиччĕшне çĕнтернĕ (разбил). Актай. Ку арăм тепĕр ирне тăчĕ, тет те, васкаса каять, тет. И. Седяк. Ир авăтакан куккук кукша пулнă, тет. Рег. 1475. Ир вăл тăчĕ, ора сырчĕ, апат çирĕ, томланчĕ, вăрмана кайрĕ. Рег. 308, Якей. Эп кортăм она ир. Рег. 635. Чан çапнине ир илтрĕм; ир чан çапнине (ирхи чан çапнине) илтрĕм. Орау. Çывăрма выртма ир халь; выртман пуль-ха, каям. Лечь сейчас еще рано; вероятно, еще не лёг — пойду. 1-ая кн. для чт. 1912, 21. Пиччесем иккĕшĕ те ирех вăрмана вутта кайсаччĕç. Мана ирек пулчĕ. † Иртен ĕçе каç тухать (бессмыслица?). N. Эпир пĕре çулахи ир ирех хамăн юлташпа Çавал (р. Цывиль) хĕрне пулă тытма карăмăр. Сюгал-Яуши. Çулла пĕр лайăх ир эпĕ ирех тăтăм та, пусма илсе, пулă тытма карăм. † Порçăн тоттăр çавраки каç полттипе вĕлкĕшет, ир еннипе (к утру) лăпчăнать. Актай. Ир çинчен (на утро) хуçи анчĕ лапка патне, итлекелесе тăрать. Тим.-к., Якей. Тепĕр кунне ир çинче кĕтӳне хăваласа уя тухрĕ. IЬ. Ир çинчен сĕчĕсене суса хăварчĕç, тет те, вугă çиме кайрĕç, тет. СПВВ. «Ир çинче вм. ирхине». Тим.-к. Ир çинче хуçа ыйăрне пăхнă, анчах çук пулнă (его не было). Б. Хирлепы. Вара кукша, ир çине тăрсан, йытă çурине çав ихерче пачĕ, тет. Яргуньк. Ир çине яван пăхать те, çырмара пĕр вар хушшинче выртать, тет. N. Пĕр праçник ир çинче эпĕ çытармаран тавăрăвтăм. Бес. чув. 14. Тата çавăнтах пĕчĕкçĕ кӳлĕ те пурччĕ; унта эпир, ачасем, ир пуçласа каçчен, аппаланаттăмăрччĕ. N. Ир çинчен тăртăмăр та, пирĕн кăнтăрла çитнĕ. Рег. 1374. Халь иртерех (еще рано, рановато) полать, эп каймастăп. Юрк. Атăл кĕркунне ир (рано) шăнсан. Никитин. Арăмĕ: ир пуйрăмăр-ши, каç пуйрăмăр-ши? тесе, хĕпĕртенĕ. Хуйхă. Мĕншĕн иртерех çитмерĕн? Почему ты не приехал раньше? Якей. Иртен илсе, каçчен, с утра до вечера. Шибач. Тепĕр конне тăрчĕç (встали) ир çинчен. С. Ирех сиксе тăчĕ (вскочил). Ир. Сывл. 27. Хĕвел иртен ир тухать.

ирлесе

(ирл'эзэ), утреннею порою (т.-е. в пределах утра). СПВВ. ВА. «Ирлесе — по утру». Ч. С. Çав кунне çăмăр ирлесе çума пуçларĕ те, кăнтăрлаччен çаплах çурĕ. СТИК. Эпĕ çывăрса тăтăм та, ирлесе пекех туянчĕ («мне показалось, как будто утро»). СТИК. Ирлесе килте-çуртра ĕç ниçта çитме çук пулать. IЬ. Ыран ирлесе вăрмана, тăрса, каясчĕ-ха! N. Те автан авăтнă вăхăтра, те ирлесе килĕ вăл. СТИК. Вăл паян ирлесех сыпнă пулас, çавăнпа питех ӳссĕр мар. Он, кажется, выпил еще утром, поэтому и не очень пьян. Здесь А. С. Курушин сделал примечание: «В этом примере также можно употребить «ирех», но тогда смысл изменится. Смысл этого выражения отличается от смысла другого тем, что тут говорящий хочет выразить, что он выпил не сейчас, а давно, еще утром, а во втором выражении (ирлесе?) говорящий выражает то, что N. выпил сегодня очень рано, не указывая отдаленности этого времени от настоящего момента». Шорк. Вăл паян ирпе ирлесех таçта тохса карĕ. Часосл. Эй туррăм, туррăм, ирлесе сана кĕлтăватăп.

ирлесепе

(ирлэзэбэ), по утру. СТИК. «Ирлесепе эпĕ вăрмана тухса карăм (по утру)».

ирĕк

(ирэ̆к, ирэ̆к'), свобода, воля. Свободный, вольный. Свободно, вольно. Приволе. Привольный. Власть. Соизволение. Ист. Киеври халăх авалтанпах княçсене улăштара-улăштара лартса ирĕке вĕреннĕ. Полтава. Ирĕк çын, свободный человек. Хып. 1906, 31—2. Ытлашши мĕн тăвас икĕ лаша усраса, утă-улăм ирĕк мар. Сборн. мол. 239. Эй туррăмăр, эсĕ ху ирĕк туса çуралнă, ху кăмăл туса килнĕ. IЬ. 44. Нумай хĕрхенекен кăмăлупа, унтан çуралма ирĕк тунă. N. Хăта калать: пиртен ирĕк, тет. Тăват кĕтессинчен пĕр кĕтессине пирĕн çак туй халăхсене кĕрсе тăма ирĕк пулмĕ-ши. (Из речи мăн-кĕрӳ). Ст. Яха-касы. Ашшĕ-амăшсем кайсассăн, вара ачисене килĕнче пĕтĕмпех ирĕк пулать (бывает свободно, раздолье). Цив. Вăрманти çулçă сарличчен, вăрман хушши питч(ĕ) ирĕк; вăрманти çулçă сарăлсан, вăрман хушши тăвăрланать. Качал. Çĕлен калать: халĕ санăн ирĕк (=ты хозяин, твоя власть) çĕр çинче. Орау. Ирĕкре (напр., в поле) ӳсекен йăвăç çӳллĕ пулмасть. Хып. 1906, 15 (16?). Улпутсен аллинчĕ нихăçан та пурăнман — иĕк пурăннă. Конст. чув. Турккă хĕрĕпе ирĕклĕ пурăнса, укçасене пĕтерчĕ. Жил с турчанкой на широкую ногу и промотал капитал. Ст. Айбеси. Туррăн ирĕкне çын пĕлмест, теççĕ. (Послов.). Сĕт-к. Апла килти окçая пĕтерес пор, ма каяс ирĕкке? N. 88 саккинче(н) пĕр сакки çак туй халăхне ларса канма ирĕк пулмĕ-ши. (Из речи мăн-кĕрӳ). Букв. I, 1904 г. Тилли пулă лавĕ çинче ирĕк илнĕ, тет (стала распоряжаться по-своему). Альш. Çĕр пулнă ирĕк. Янш.-Норв. Хăвăрта ирĕк = воля ваша. 2 Кадыш, Цив. в. Хăвăрăн ирĕк, мĕллĕ тăватăр (воля ваша). N. Тăхăрвун хăминчен пĕр хăми пире ирĕк пулмĕ-ши, выляса, кулса, ĕçсе çиме? (Такмак) N. Хуларан ирĕк çĕре тухнă. Эсĕ епле çав тĕрлĕ чипер аван арăмна ирĕке (scr. йрке) прахса кайăн? Ч. П. Çакăях та ырă чунăм, ӳссен, ирĕкĕнчен тухас çук. О сохр. зд. Урамсенчен, кил-картисенчен тислĕк, ытти таса мар япаласене те хире (уя) кăларса тăкмасан, е тата çĕрме ял хушшинех ирĕк çĕре купаласа лартсан, эпĕ çанталăкра вĕсем çĕре пуçлаççĕ. Сказки. Иван вара чула тытрĕ, тет те, ирĕкелле утса ячĕ, тет (= на волю). О сохр. яд. Тăвăр тумтир нихçан та ирĕк тумтир пек ăшă пулмасть. Н. Кармалы. Санăн икелӳсене ирĕк çĕре ӳкерес пулать.

ирĕк яр

позволять. Дать волю. Лашине ирĕк яраççĕ. (Эту) лошадь пускают на волю. Изамб. Т. Кĕрӳ вара ялтах ирĕк ячĕ. (позволил снять с себя поддевку). Бюрганский. О, диакон, манăн мĕн тăвас-ши, — вара эпĕ чунтан-вартан пăрахăтăм ку чăваш ялине; мана, вĕт, хĕрарăмсем ирĕк ямаççĕ. Выла, Курм. Пуçтарса килсен, çав пăтта кам хăй ирĕк яракан патне пĕçерме хатĕрлесе хураççĕ. Ч. С. Кăна эпир, капла кăкарса асаплантарса тытиччен, луччĕ ирĕке ярар (пустите на свободу). Трехбалт. Çамрăка ирĕк ярсан, пуçу çинех хăпарса сысĕ.

ирĕккĕн

по своей воле («охоте»). Вдоволь. Хып. 1907, 10. Шанчăкран тухнă министрсем, ирĕккĕн-ирĕксĕрех, вырăнсенчен тухмалла пулаççĕ. Чăвйп. Мĕн тенĕ, вăл пурте ирĕккĕнччĕ (вдоволь). Чăвйп. Унăн выльăхĕ-чĕрлĕхĕ те, тырри-пулли те ирĕккĕн пулнă (вдоволь). Ев. Манăн аттемĕн темĕн чухлĕ тарçă та çăкăртан ирĕккĕн пурăнать. N. Хăйсем ирĕккĕн (по своему желанию) юрлама вĕреннĕ вырăссем. Нав. ХI. Пĕр хула та Израил халăхне хăй ирĕккĕн парăнман, пĕр Гаваонра пурăнакан Иевейсем анчах хăйсем ирĕккĕн парăннă. Псалт. 6710. Эй турă, эсĕ хăвăн суйланă халăху çине çумăрна ирĕккĕн çутарнă. Юрк. Парнисене мĕнсене хатĕрлемешкĕн ирĕккĕнтерех пултăр тесе (чтобы было более времени...). Букв. 1904, I. Унăн выльăхĕ-чĕрлĕхĕ йышлă пулнă, тырри-пулли ирĕккĕн çитнĕ. Юрк. Вăйлă туя тăвас юлсан, кирек хăçан та çапла çулана хăварма тăрăшаççĕ. Мĕшĕн тесен, вăл вăхăтра ирĕккĕн пулать (бывает вольготнее). Псалт. 1737. Эсĕ ман урасене ирĕккĕн уттартăн. Ч. С. Эй ĕнем, ĕнем! Сĕтне-çуна ирĕккĕн параттăнччĕ, халиччен юрмасăр яшка çименччĕ, çусăр пăтă çименччĕ, пур енчен те тулли тăваттăн. Псалт. 11445. Эпĕ санăн еркӳсене шырарăм та, ирĕккĕн çӳрерĕм.

ирĕксĕр

не имеющий свободы. Невольно. Насильно. Юрк. Хуняшшĕпе хунямăшĕ (свекор и свекровь) ирĕксĕр тӳссе пурăнаççĕ. Юрк. Ачам-пăчамсене нимĕнпе тăраптарма, ыйткалама яла(?) ярас килиест. Ирĕксĕрех хуйхăрса ĕçетĕп. Орау. Ирĕксĕр (через силу) ан çӳре, эсĕ апла пушшех пулăн (хуже расхвораешься). † Ирех тăтăм ирĕксĕр, пите çурăм сопĕнсĕр (scr. Сопеньсĕр = сопăньсăр). Эп ирĕкле каймарăм, атте пачĕ ирĕксĕр. Чураль-к. Ясар, ясар, тиеççĕ — ирĕкçĕр ясар пулмалла; хĕрĕсене чармаççĕ: каç выртма та чĕнеççĕ, ир хăратса параççĕ. N. Мĕн тăвас тен (=тетĕн), ирĕксĕрех каяс пулать. Что поделаешь, поневоле приходится итти. N. Ирĕксĕрех пăрахăн! И не хочешь, да бросишь! Юрк. Эпĕ сана мĕнле сăмахпа вăрçмаллине пĕлетĕп-çке те, анчах вăл сăмаха каламасăр ирĕксĕр чăтатăп... тет. Ал. Цв. 13. Кĕçĕн хĕрĕ хĕрлĕ чечеке ирĕксĕр илнĕ пекех илсе, ашшĕ аллисене чуптăва, чуптăва, вĕри куççулĕпе ерет. Юрк. Вăсем патне çав пупсем пек ирĕксĕр пырса кĕрсен, тин чĕнĕç. Жиш. свят. Апр. Манăн чĕлхем ирĕксĕрех ĕлĕк хама савăнтаракан ирсĕр юрăсене юрласшăнччĕ. || Естественно, т.-е. конечно. Юрк. Вĕсене (эти земли) ака пуçласан, ирĕксĕрех пурăнăçе (их жизнь) малалла кая пуçланă. || Сред. Юм. Ирĕксĕртерех çӳрет. Сывмартарах çын килте ĕçлекен çôк пирки хăй ĕçлеме çӳресен, калаççĕ. Шибач. Ирĕксĕртерех, не совсем здоровый. Орау. Чирĕ-чĕрĕне аптăрарăмха; çӳрекелессе çӳрекелетĕп те, ирĕксĕртррех янчах çав.

ирĕксерле

применять насилие. Хып. 1906, 33. Вĕсем ирĕксĕрлесе кĕрсе каясшăн пулнă. Жит. свят. Янв. Патша вара Афанасие ирĕксĕрлемен. Б. Араб. Эпĕ тасатнăшăн (за очищение порчи) ирĕксĕрлесе укçа илсе çӳреместĕп. Сирах З8. Ирĕксĕрлесе илни пуянлăха пĕтерет.

ирт

(ирт', ирт, єрт), проходить; опережать, обгонять; превосходить. Завражн. Пĕр-пĕрин çомĕнчен тĕкĕшимасăрах чопса иртсе кайнă. (Ковлы) пробежали один мимо другого, а лбами не соткнулись. Янтик. Икĕ çын каçма çинче тĕл пулнă та, ниепле иртсе каяймаççĕ (не могут разойтись). Образцы. † Çак катари çурта эп тус турăм, иртнĕ-çӳренĕ чухне кĕмешкĕн. Орау. Эпĕ хам питĕ авăк çиллĕ те, час иртет ман (вспыльчив, да отходчив) Т. М. Матв. Иртнĕ кунăн çутти çук. (Старая Хлеб-соль забывается). БАБ. Çĕнĕ çул иртни миçе эрне-ши ĕнтĕ? теççĕ; М. Сунчел. Çапла тусан та, мур иртсе каймарĕ. Орау. Иртсен, эрне иртĕ. Самое большее пройдĕт одна неделя. N. Нумай калаçакан çыннăн чăлхи-çăварĕ хăйне кирлинчен иртсе калаçать. Кратк. расск. 24. Выçлăх иртесси тата пилĕк çул-халĕ. N. Ялсем çумĕнчен ирте-ирте пынă чухне, при проезде мимо деревень. N. Ахаль те иртсе каятьчĕ полĕ-и. N. Çирĕм çултан иртнисем, те, кто старше двадцати лет. Рукоп. Календ. 1908. Ĕлкĕрсе иртмен улма (в Якейкиной скажут: полса иртмен паломми), яблоки в самую пору. † Çуна лайăх, тиейса, çынтан иртсе чупас мар, çуна тупанне пĕтерес мар. Чув. песни, З. Питрен шерпет типминччĕ, пиртен вăя иртминччĕ. Питрен шерпет типет-çке, пиртен вăйă иртет-çке (= мы уже выходим из того возраста, когда людям прилично участвовать в играх). Альш. Утил иртсен = когда отошли от Удела; когда перестали быть удельными крестьянами. Альш. † Питрен шерпет типминччĕ, пиртен вăя иртминччĕ. Б. Сунчел. Вунă çухрăм каясси кунта иртнĕ пирĕн. Мы здесь провели столько времени, во сколько могли бы проехать десять верст. Богдаш. Урамăрпа иртсе сар хĕр пырать, çитсе, сăмах хушса пулмарĕ. Ст. Шайм. Иртеех те пырать çамрăк ĕмĕр, ылттăн-кĕмĕл парса чарăнмасть. Хып. 1906, 16. Çапла вĕсем, Шупашкартан тухсан, пĕр çич-сакăр çухрăм иртсе килнĕ (проехали по направлению сюда). М. В. Шевле. Иртсе кайсан, ним тума та çук. Что с возу упало, то пропало. Прошлого не воротишь. СТИК. Çулталăка пĕр вăя иртеймессĕн сунатрам? Вам кажется, что (нашим) играм, которые бывают только раз в год, не будет конца? Сред. Юм. Кăш те-пôлса ыттисенчен питрех вырса кайсан: иртсе вырать, теççĕ. Н. Шинк. Т. Сантан иртекенни нимĕн те çук, (Молитва к «Турă»). N. Турă çырнинчен иртсе пулмарĕ. Не пришлось уйти от судьбы. Ой-к. Лаша хӳхĕм, тесе, çынтан иртсе чопас мар. Юрк. Вĕсем турă хушнинчен пĕрте иртмен (всегда исполняли). Собран. Турăран иртсе ним те тума çук, теççĕ. (Послов.). Пшкрт. єртсä к̚ аjны̆ с’ын, избалованный, испорченный человек. Хып. 1906, З1-ЗЗ. Мĕшĕн капла пĕчĕклех çын патне паратăн (отдаешь в услужение)? тетĕп. — Ах, ырă çыннăм, эсĕ апла калатăн, пирĕншĕн пыр иртни те тем пырать-çке. Трехбалт. Пирĕн çамрăк ĕмĕр иртсе килет (идет к концу), ылттăн-кĕмĕл парса чарнас çук. N. Халĕ ĕнтĕ çук, иртсе карĕ. Теперь уже этого не воротишь. Качал. Лайăх лаша, тийиса, çынтан иртсе чупас мар, çын кăмăлне хуçас мар. Юрк. Ăçта çитнĕ, унта, турă ятне мухтаса, вăл çырнă ĕçсенчен çынсене иртме хушман (не велели). Якей. Пĕр-пĕр çын ĕçсе ним пĕлми полсан, он çинчен: кон иртсе кайнă, теççĕ (т.-е. перешло через меру; хватил лишнего). N. Ун сăмахĕнчен ан иртĕр. Шурăм-п. Пирĕн Шупашкар уясре (чит.: уясĕнче) виçĕ ятпа пĕр анаран кĕлт-çеç иртет (чуточку больше десятины). Серг. Рад. Пайтахчен çак монастырте (чит.: мăнастирте) вуник çынран ытла иртмен (было не более двенадцати человек). Собран. Турăран иртсе ним те тума çук, теççĕ. Орау. Çын хăйĕнчен иртеймеçт иккен! Оказывается, человек не может превзойти самого себя. Ч. С. При калать, тет: манăн лаша иртет, тепри: ман лаша санĕнчен иртет, тесе калать, тет. Янгильд. Козм. Манăн йолташ Петĕр иртес — иртиман, анчах орийĕ çона топан айне полнă та, таптаса кайнă орине утне (?) сăтăрса йолнă. Шарбаш. Тăват тенкĕрен (те) иртрĕ. Обошлось дороже четырех рублей. || Обходиться (улаживаться). Якей. Пăрлă шура шăва кĕни ахалех те иртмерĕ. Купанье в ледяной воде (в воде со льдом) даром не прошло. Бес. чув. 10. Тен виç тенкĕпе те иртсе кайĕ. Бес. на м. г. Тата çынсем хушшинче нумайĕшĕ мĕне те пулин, турă ирĕкĕнчен иртсе, хапсăнакан та, пур. || «Избаловаться». Шорк. Иртсе кайнă. Избаловался. Пшкрт. Ку çын ытларак (ытларак) иртсе (єртсä) кайнă (слишком «избаловался», т.-е. опустился нравственно). Якей. Эс уш (здесь «ш» не озвончается) итла иртсе карăн, тепри сантан теминçе хут япăх (хуже) порнать полсан та, ним те шарламаçть. И. Патт. 25. Унăн айĕпе (под нею) уй-хирсем, çарансем, шыв-шурсем, тавайккисем ирте-ирте юлнă (мелькали одно за другим).

ирттер

понуд. гл. от ирт. В верх. говорах скажут: иртер (с одним «т»). Н. Шинк. Çавăнта вара вĕсем кама курнă, ăна хĕрхенсе сапмасăр ирттермеççĕ (не пропускают). Ал. Цв. Çапла вĕсем, çурăм-пуç çутăлса киличчен, çывăрмасăрах ирттернĕ (не спали). Сирах. Аслă çынсем, тӳресем, пуçлăхсем пит чаплă, турăран хăракан вĕсенчен те ирттерет (превосходит). Сказки и пред. чув. 16. Пĕр-пĕринчен чĕлхеçĕсен ирттереççĕ чĕлхисем. Быт. ХLVIII, 22. Сана эпĕ, хăвăн тăванусенчен ирттерсе, пĕр пай çĕр паратăп. А я даю тебе, преимущественно перед братьями твоими, один участок. Симп. II, б. Эпир ĕçнĕ вырăнне турă ирттере патăр-и! Хып. 1906, 4З. Пирĕн çынна улпутсем çемçе сăмахĕпех япатса ирттереççĕ. Хып. 1906, З6. Ку сăмах тĕрĕс, тĕрĕсне калать старик. Пире ялан пуçран шăлса ирттересшĕн. Ĕçне нихăçан та курмастпăр. Хып. 1906, 29. Вĕрентекенсем «чахотка» тиекен чире таса мар, тăн пăсăк пуртре кун ирттернĕлĕхпе каяççĕ. Ст. Письмерь, Ставр. Малтан каçхи кĕлле ирттереççĕ (совершают), унтан вара ирхи кĕлĕ пуçланать (на Пасхе). Вăйран ирттерсе ĕçлеттерет. Заставляет работать сверх сил, ССО. Декий вилнĕ, ун хыçĕнчен тата темиçе патша вилнĕ. Пурте вĕсем суя тĕнлĕ çынсем пулнă; Христос тĕнĕпе пурăнакан çынсене юратман, вĕсене темĕн тĕрлĕ асап кăтартнă. Константин Великий те патшара ларса ирттернĕ (закончил свое царствование). Çав Константин Великийрен пуçласа патшасем Христос тĕнне тыта пуçланă. Юрк. Мун-кун иртнĕренпе ку кунччен эпĕ сан тĕлĕнтен темĕн те пĕр шухăшласа ирттертĕм. † Кайрăм, килтĕм, хăна пултăм, малтан килнисенчен ирттертĕм. N. Ашшĕ, уртмакçа кучченеç парса (сумккана хума), калать: кая ан илсе кил, ирттерсе илсе кил, тет (принеси не меньше, а больше, чем мы даем). Изамб. Т. Хĕрпе кĕрӳ кӳртнĕ чухне хăш енчи ирттерчĕ? (чья взяла зерх?). Изамб. Т. Вырăсăн ĕне пĕрре анчах пулать та, ул та чăвашăн пилĕк-улт ĕнинчен ирттерет. N. Çавсене (камни) тăпăлтарса кăтарса, ывăтса, ман патшалăх чиккинчен ирттерсе ярсан еtс. (если перекинешь далыпе границы моего государства). С. Тим. † Ăрамăрсем вăрăм, юр тарăн, — епле ирттерем-ши çунана? По толкованию А. С. Курушина, çуна ирттерес = çул çинче ху умăнта пыракантан, чуптарса, мала тухас. Б. Бур. † Вуниккĕн çăпата эпĕ сыртăм, пушмак-чăлхасенчен ирттертĕм (мои лапти вышли лучше башмаков с чулками). Альш. Вуниккĕнле çăпата эпĕ сыртăм — пушмак-чăлхаран ирттертĕм. Орау. Лашана, килĕшнĕскерне, илимарăмăр. Пĕр тутар мурĕ икĕ тенкĕ ирттерсе пачĕ те, исе карĕ лашана (набавил 2 целковых и купил). Пазух. † Кайранах та килнĕ хăнасемех малтан килнисенчен ирттерет. Юрк. Вырăс çынни унта та каллех, пĕр-икĕ пуç ĕне усраса, чăвашсенчен ирттерет. || Преувеличивать. Хып., 1906, 12. Акă ĕнтĕ пĕртте ирттерсе каламастăп— витене (словно попал в хлев) кĕнĕ пекех туянчĕ. Сред. Юм. Ирттерсе яран (или): ай-ай, сăмахха пит ирттерен эсĕ! || Спускать (т.-е. прощать). Т. М. Матв. Каçхи хырăм каçарать, ирхи хырăм ирттермест. || Жить; вести себя. П. П. Т. Ку Питĕркке чисти çаплах пит эретсĕр ирттернĕ, тет (жил распутно, беспорядочно). Ист. 158. Патша хăй ĕçе çыпçăнман, каяка çӳрекелесе, хăнана çӳрекелесе анчах ирттернĕ (проводил время). Ашшĕ-амĕшне. Вĕсем пит килĕшӳлĕ, пĕрне-пĕри юратса, пĕр-пĕрин çине пăхса-çеç ирттернĕ пек ирттернĕ. || Справлять. С. Тим. Çапла вара хĕрт-сурт чӳкне ирттерсе яраççĕ. Юрк. Пухăннă вăсем пурте кун патне хăнана авланнăранпа аллă çул арлă-арăмлă пурăннине асăнса ирттерме. || Проводить кого на тот свет, т.-е. совершать поминальные или похоронные обряды по случаю его смерти. Ача çине чăхă анчах пусаççĕ е çăмарта кăна пĕçереççĕ. Ăна ирттерме ăратнисене пуçтармаççĕ, кил йышĕсем анчах хывса ирттереççĕ. IЬ. Ачана ирттернĕ чух, стена çумне икĕ çурта лартаççĕ. IЬ Ачана (по ребенке) пумилкке те тумаççĕ, виççĕмĕш кун ăна пĕтĕмпех ирттерсе яраççĕ (заканчивают все похоронные церемонии). || Вставить слово?

итле

(итл'э, Пшкрт. єтлä), слушать. См. илт. Рег. 233. Итлесех çитеримарăм. Я не дослушал Бюрганский. Халь говет тунă чухне каланă сăмахусене итлесе тăранма çукчĕ! Л. Кошки. Итлесе тăракан ан пултăр! Как бы кто не подслушал! Якей. Сан сăмахна вăлсен итлес килми полчĕ полĕ, кĕт чарăн-ха! (им надоело тебя слушать, перестань хоть на минуту). Якей. Сана ман паян итлес килми полч (п̚ол’ч’. Надоело мне сегодня тебя слушать. Орау. Итлетпĕр, итлетпĕр, каласа пар! Слушаем, слушаем, говори! Рег. 694. Вăл итлеми çын. Он неслух. Кратк. расск. 28. Иов çак усал хыпарсене пурне те итлесе пĕтерсессĕн... || Орау. Тухтăр кăккăра итлерĕ (прослушал) те: ним чир те çук, терĕ. Янтик. Тухтăр ман кăкăра итлесе пăхрĕ. || Повиноваться. Туруново (Чебаевск. вол. Ядр. у.). Эпĕ вăтăр çул стăршшинара пурнатăп, никам та мана итлемесĕр тăман, эсĕ мĕлле итлеместĕн? тенĕ. || Метафора о самоваре, который долго не кипит. Ст. Чек. Сăмавара кăмăрăк (sic!) ятăм-ятăм, темĕн итлемес, халĕ те вĕресе тухмарĕ. || Также о ногах, отказывающихся повиноваться. N. Урисем итлеми пулсан, аран килелле саланса пĕтрĕç (гости).

иш

(иш), ломать, ворочать. Байгул. Хĕрне илсе кайăпăр пӳртне ишсе хăварăпăр; ашшĕ тытĕ пӳрт хуйхи, амăш(ĕ) тытĕ хĕр хуйхи. Сказки и пред. 8. Арманăма усалсем лăштар-лаштăр ишнĕ те, тара панă таçталла. Макк. I, 1. Çурт-йĕрĕсене, хула хӳмисене пурне те ишсе хăварнă. Мукры, Цив. Çерçи яви ишсе çӳреççĕ. Разрушают воробьиные гнёзда. Юрк. Пӳрт маччине ишсе каякан тупă етри çухрăм çурă пĕр еннелле кайса ӳкнĕ, никама та сиен туман. Неверк. Амăш хĕрне памасан, кĕлет тӳпине ишше ил (разломай кришу клети, где спит девица, и укради её). Ч. С. Хăшĕ витресемпе шыв тултаççĕ, тата хăшĕ-хăшĕ пӳрт пурисене пакăрсемпе турта-турта ишсе антараççĕ. Ч. П. Çине (т.-е. арăмĕ çине) хĕрлĕ çыран эп ишейрĕм (обрушил). Чăвашсем 28. Тăпра ишсе таптасан, çав шăтăк (могила) умне вут чĕртеççĕ. || Ходить и топтать (или мять). Ходить по грязи. КС. Паян ун лашисем калча çинче (или: калчана) хытă ишрĕç (истоптали всходы). Шурăм-п. 14. Хунар çук пулсан, лапрашĕнче ишмеле анчах. Если бы не фонари, так по грязи хоть плавай (т.-е. очень грязно). Орау. Халь те каçма шухăшламарăмăр! Пăх-халь, мĕн хăтланаççĕ!.. Иш те тух ĕнт çавăнтан. Хорошо, что мы не вздумали там переходить!.. Смотри-ка, что делают!.. Попробуй-ка вылезти из этой топи... (Из разговора о переходе через топкое место). СТИК. Юр çинче ишсе çӳрет. Ходит по глубокому снегу (= ашса çӳрет). || Мять (медовые соты). || Городище Б. Ст. Чек. Ута ан иш. Не мни сено. || Плавать (обыкновенно об одушевленных, но иногда и о неодушевленных предметах). См. юх. Чинер. Ишме пĕлетни. Умеешь-ли плавать? Орау. Вăкăрăн варĕ ыратсан, ишекен кăвакала курсан, варĕ ыратни чарнать, тит. (Переведено из Колумеллы). Кожар. Эпĕ ишше каçса карăм, ыйттисем те каçрĕç ман хыççăн. N. Хăваласа çитрĕ, тет те, ишекен кĕреçепе вилле пĕрехçех çапрĕ, тет (как хватит покойника веслом). | Метаф. Шурăм-п., 18. Пур ял эрех ăшĕнче ишет... Юрк. Çав пĕлĕтсем... ишше çӳрерĕç (ходили). || Много есть, есть до отвала. Череп. Ишрĕмĕр. Много ели, до отвала. В том же знач. употр. и в др. гов. || Усиленно работать «ворочать». Тайба. || Колошматить, дубасить. Ст. Чек. Ăна ишсе янă (отдули, отдубасили).

ишкĕм

гребля? СПВВ. «Ишес, ишкĕм. Шур Атăлсем урлă каçнă чух, эпĕ юрларăм ишкĕме ишнĕ чух».

уй

(уj), ой (оj), поле. Чув. Сбор. 1. 54°. Уй аксан, уй перекетне пар. Якейк. Уй-уй орлă уй корнать. С Янгильдино, Козм. у. Уйра шур сурпан выртать. (Йĕлтĕр йĕрри). N. Ойра пĕр çын сорпан сарĕ. (Йĕлтĕр йĕрри). Рег. 624. Çынсам ойра (ойри çыпсам) портс йĕпенчĕç. IЬ. 1103. Ойпа (ойсампа) çӳрерĕм. СПВВ. Т. А. Оя каяс, уя каяс. Серг. Рад. Йывăçсене касса, уй тунă. П. Шигали. Кăвак ут утлантăм, эпĕ хир каçрăм, хир каçаймасăрах уй каçрăм. Чураль-к. Ыраш уйĕн килтĕмĕр, шыра-шыра килтĕмĕр. См. Упа юрри. Якейк. Уй-уй орлă акисам, салам ярса та, салам çитмеçт. Ямбулатово. Ойра ойран çупçи ларать. (Тырă хăмăль). N. † Уй пуçĕнчи улмаççи. Орбаш. Çак ача пăшал ящй те, уяла тухса каярĕ. Чертаг. Уялла — у жителой степи, не у лесных жителей. Альш. И уй тулли, уй тулли, кăвак чечек хир тулли. Сред. Юм. Уй, куçлă, вăрман холхаллă. В. Н. Орл. Уй куçлă, вăрман хулхаллă. || Поляна в лесу. СТИК, Сред. Юм. || Прозвище. Сказки и пред. чув. 53. Ав, Уй Петĕр ывăлĕ.

уяс

(уjас), уезд. СППВ. Уяса çӳрет. Юрк. Эпĕ И. Я. Я. ятлă пулатăп, кăнна-кушкисем, Пăва уясĕ, Чĕмпĕр кĕпĕрни. Г. Тимоф. Эпĕ хам тĕрлемессем, Хусан купернийĕн, Шупашкар уясĕн эпĕ.

уяр

ояр (уjы̆р, ojы̆р), отделять, делить, отличать, различать, разлучать, разнимать. Бес. чув. 12. Çук, çук, Керимулла, эпĕ сан çине çиленместĕп, пирĕн хушшăмăрта нимĕн уйăрăсси те çук. НТЧ. Унтан вара хай виçĕ чăхăта кĕрекере лараканни плет те, пĕчик-пĕчик татака уйрать. Шурăм, № 28. Утă уйăрни, делёж сена. Конст. чув. Ватăлмалăх кунăмра кукку, мана уйăрса хуса ярса, турккă хĕрне илчĕ те, унпа ултă çул пурăнчĕ. Чур-к. Петĕр çатăр, кот çатăр, сысма ларнă — çекленнĕ, çичĕ пус парса уйăрнă. || Разнимать. Ч. С. Çапăççан-çапăççан вĕсене уйăрса ячĕç те, вара эпĕ те киле таврăнтăм. || Роиться. Чув. Сбор. 47. Мартăн малтанхи кунĕнче тăман пулсан, хура тулă пулать, тата пыл хурчĕсем уйăраççĕ, теççĕ. † Вуникĕ те вĕлле хуртăм пур, çуллен уйăрмантан ӳпкем пур. Кадыш, Цив. у. Манăн пыл хурчĕ уйăрсан, хупсан, 4 кунтан тухса кайрĕ эпĕ килте пулман. Тюрл. Вăл кун хурт-мĕн уйăрмарĕ. || Различать. Бюганский. Вăлсем чăн тĕнпе суя тĕне уйăраймаççĕ. Юрк. Вырăссем мĕшĕн чăвашсене уйăрайманни паллă. N. Чупсан-чупсан, тăтăм та, итлесе пăхрăм: тахăçта аякра кăшкăрнă сасă илтĕнет. Лайăхрах итлесе пăхрăм та, хама чĕннине уярса илтĕм. Хыпар № 30, 1906. Ĕлĕк тĕттĕм, нимĕн пĕлмен халăха халĕ вырăнĕ-вырăнĕпе вырăсран та уйăрас çук. || Подробно, ясно излагать. Хурамал. Çавсене (об этом) тархашнăн уйăрса (подробно) çырса ярăр. || Лишать. Проп. о блудн. сыне. Вăл, вĕсене пиллесе, кирек мĕнле япаларан та уйăрман. || Разбирать, рассудить. Тораево. Эсĕ пире уйăрса пар (рассуди нас), эпир çавăн çинче виçĕ çул тавлашат пăр. Жит. свят. янв. 381 çулта Македоний ерĕçне уйăрса татма пĕтĕм тĕнче архиерейĕсем пухăннă çĕре св. Петр. та пынă. || Выделять из семьи. Юрк. Хĕветкине уйăрса кăлараççĕ (выделили из семьи). К. Чакă. Çăварне уйăрнă = хĕненĕ (по лицу). IЬ. Çăваря уйăрăп. Скулы сверну! || Выбирать. См. суйла.

уйăх

ойăх (уjы̆х, оjы̆х), луна, месяц. Трехбалт. Уйăх йĕтем пысăккăшĕ, теччĕç ваттисем. Альш. Уйăх çинче шыв кĕвентиллĕ хĕр тăрать, теççĕ. Н. Седяк. Уйăх çинче кĕвентепе витре ятнă хĕр тăрать. Çав хĕрĕн икĕ вăрă пиччешĕ пулнă, тет. Ăна çур-çĕр тĕлĕнче, вăрăран таврăнсан, шыва янă, тет. Çавăнта хайхи хĕр, макăрса, каланă: мана уйăх хăй патне илинччĕ, тенĕ. Вара ăна уйăх илнĕ. В. Олг. Полнă ĕлĕххи арăмăн хĕрĕ. Амăшĕ осалпала пĕр шот тытнă, осала качча парас тенĕ. Çиччас хĕре çор çĕрте каранхи амăш хусарат шу патне. Каят хĕр шу патне макăрса. Шу патне çитсен, осал исе каймалла хĕре. — Ойăх та пор, тет, хӳел те пор, тет — осала качча кайиччен, илĕр мана, тет. Каран торă хăпартат она ойăх патне витри-мĕнĕпе. М. Вас. № 3, 19. Уйăх çине сăнаса пăхсамăр-ха, ваттисем: Марье тăрать куйланса, ик айккинче витрисем. Ст. Чек. Ĕлĕк уйăх аслăк тăрринче кăна пулнă, аслăк çинче каçхине хĕрсем тĕрĕ тунă. Пĕр хĕрарăм, таса марĕ кайнă чухне, çынсем çук чухне, вăтаннипе уйăх çине таса маррине сĕрнĕ. Уйăх çичĕ кун, çичĕ каç шавласа хăпарнă. Обр. чув. пес. Пазухина. Уйăх пĕччен, тееççĕ: пĕччен мар-çке, çăлтăр пур; сар хĕр пĕччен, тееççĕ: пĕччен мар-çке, каччи пур. Сятра. Çунатсăрах вĕçет, тымарсăрах çитĕнет. (Уйăх). Лебеж. 456. Пичче ăйăри кĕçенĕ, пĕтĕм çĕре пăхĕ. (Уйăх). Альш. † Кĕркуннехи çĕрсем тĕттĕм çĕр: уйăхĕсем пулмин те, çăлтăрĕ пур. Собр. † Уйăх витĕр уй курăнат. Букв. I ч. 1904. Хăнисем хапхаран тухса, çаврăнса кайнă çуна йĕрĕсем шур юр çинче уйăх виттĕр курăнса выртаççĕ. Собр. Уйăх пур та, çутти çук. (Тăмана шăтăкĕ — слуховое окно). Ст. Чек. Эп ăна уйăх çутинче (при свете м.) аран палларăм. N. Ойăх çути, окошкаран кĕрсе, çутатса тăрать (светит в окно). N. † Тĕсĕр-пуçăр (ваш. облик) тулнă уйăх пек. Б. Хирлепы. † Уйăх çути пек варличĕ; уйăх çутипе уйрлас-шн, хĕвел çутипе уйрлас-ши? (Солд. п.). Шурăм. 9. Вăрман енчен çĕнĕ уйăх курăнать. Трхблт. Уйăх çути пур. Светит месяц. N. Ойăх çути пор (то же). Т. М. Матв. Пуриншĕн те уйăхпа хĕвел пулаймăн. (Поговорка). Шарб. Уйăхĕ пур, çутти çук. (Шăрпăк пуçĕ). Дик. леб. 47. Елиса уйăх çутипе йывăç пахчине пырса кĕрет. Собр. † Ир пулсан, хĕвел тухать; каç пулсан, уйăх хăпарать. Чертаг. Уйăх пак шăтăк хăварнă (слуховое окно). Альш. Çĕмĕртрен хура çӳçĕме ылттăн та пĕр турапа турарăм; çак тăванăмсем асăма килсессĕн, тунă пĕр çĕнĕ уйăха пăхатăп. Ч. П. Уйăх витĕр уй курнать. N. † Çуначĕсем (хурчăканăн) уйăх хушшинче. Толст. Вăл каç уйăх çутиччĕ (месячно было). Альш. Пĕтĕм уйăх — полнолуние; çурла уйăх — сери луны; çур уйăх — 1/4 луны. . Уйăх çĕр айне каять, теççĕ. Сред. Юм. Уйăх çôрла пик-çиç тунă (говорят, когда месяц показывается после новолуния). Якейк. Тола тохрăм та, уйăх çути çап-çутă. IЬ. Кĕçĕр уйăх çути пор. IЬ. Уйăх толса пырать. . Уйăх çути çĕрĕпе тăчĕ. Месяц светил всю ночь. Сред. Юм. Тулать, — тулнă ĕнтĕ, — паян уйăх пĕтет. Сред. Юм. Уйăх çôрри тунă. После новолуния месяц стал виднеться до половины. Сред. Юм. Уйăх пăхнă çĕр. В лунную ночь. Янтик. Кĕçĕр çĕр уйăх çутиллĕ. . Кĕçĕр уйăх çути пур. . Уйăх çутипе эп çынна куртăм. Янтик. Уйăх хăлхаланнă (месяц в кругу). Уйăх тин тунă, пӳрне пек-çиç. Уйăх çурла пек юлнă. Уйăх çурри пула пуçланă. Уйăх тула пуçланă. Альш. Уйăх çуралнă. Хĕрлĕ тулли. Шурă тулли (см. ниже). Уйăх пĕтни. Сред. Юм. Уйăх çôрла пик-çиç йолнă (говорят, когда месяц после полнолуния остается видным частью). Якейк. Ачи, ачи, пăх-ха, çĕн уйăх тунă! IЬ. Çĕн уйăх ыран тăвать. Ф. Т. Уйăх пĕтнĕ чух (идет к концу) киçен (= кивçен) пама юрамасть. Ст. Чек. Уйăхран инçе мар çăлтăр пусан, çын вилет. Собр. 194°. Çĕрле уйăх пĕлĕт айĕнче тăрсан, хура шăнасем куç çине ларсан, ыран калах çăмăр пулат, теççĕ. Ст. Шайм. Уйăха хирĕç шăрсан, шĕвĕн тухать, тет. Нюш-к. Уйăха хирĕç ан шăр. Альш. Уйăха хирĕç тула ан тух. N. Уйăх çуралсан, тăватăмăш кунĕнче уяр (йĕне) пулсан, уйăхĕпех уяр (йĕпе) пулать. Тогач. Çеçен хирте туман урапа кусать. (Уйăх). Орл. II, 206°. Уйăх пур та, çутти çук. (Пичуркка). Сред. Юм. Пĕчик ачасĕм, пурте карталанса тăрса, пĕр-пĕринчен: уйăх-и? хĕвел-и? тесе, ыйтса выляççĕ. Мысл. Уйăх çутти курас мар! (Божба). || N. Çанталăк уяр пулсан, пĕр-икĕ-виçĕ эрнерех пĕтереççĕ: уяр пулмасан, уйăхпех пырать. Рак. † Хĕл уйăхĕ улт уйăх, çу уйăхĕ çич уйăх (= 13 уйăх). Альш. † Çăв уйăхĕ çичĕ уйăх, хĕл уйăхĕ улт уйăх. (Из «чĕр йĕрри»). Обр. 89. Хĕл уйăхĕ улт уйăх, ултă уйăх хушшинче утмăл тĕсле кун килĕ. Утмăл тĕслĕ кун çинче пĕр киресĕр кун килĕ. Нимĕн чух асна килмесен те, çанăн чух асна килĕ-и? Çăв уйăхĕ çич уйăх, çичĕ уйăхăн ăшĕнче, çитмĕл тĕслĕ кун килĕ. Çитмĕл тĕслĕ кун çинче çил-тăвăллă кун килĕ. Нюш-к. Хĕл уйăх 6 уйăх, çăв уйăх 7 уйăх, теççĕ пирĕн ялти карчăксем. N. Ойăх порнмалăхах çияс. Надо наесться на целый месяц. Орау. Эпĕр килтен тухни уйăх та пур-и тен. С выезда нашего из дома, пожалуй, будет с месяц. N. Акă ĕнтĕ уйăх çитет эпĕ сиртен кĕнеке ыйтни. Орау. Вăл ик уйăх анчах тултарчĕ-ха (ребенок). Альш. † Эсир асăнатăр-и, тăвансем, уйăхра? — эпир асăнатпăр кулленех. Именево. Пĕр-ик ойăх çитсен, хваттер хоçи темшĕн çиленчĕ те, молчана кайса хопрĕ. Н. И. П. Вăхăта уйăхпа хĕсеплеççĕ (= хисеплеççĕ). Время считают по месяцам. Н. И. П. Ăна уйăха хупса лартнă. Его посадили на месяц в тюрьму (здесь «пĕр уйăха» значило бы на один месяц). Зап. А. Фукс, 165. «Новый год начинают они с наступлением зимы, и разделяют на 13 месяцев: 1) йопа-ойăх, м. поминовения, ноябрь; 2) чӳк-ойăх, м. жертвы, декабрь; 3) мăн-кăрлач ойăх, большой крутой м. (сильно морозная часть декабря и генваря); 4) кĕçĕн-кăрлач ойăх, менее крутой м., часть генваря и февраля; 5) норăс ойăх, м. оттепели, февраль и часть марта; 6) пошă ойăх, порожнии м. (от тяжелой работы), март; 7) ака ойăх, м. пашни (для ярового хлеба), апрель, часть мая; 8) çу (scr. сюль) ойăх, м. лета, июнь; 9) хĕр (scr. хыр) ойăх, м. свадеб, июнь и часть июля; 10) утă ойăх, м. сенокоса, июль; 11) çорла ойăх, м. серпа, июль и часть авг.; 12) йĕтĕн (scr. бидан!) ойăх, месяц льна, сентябрь; 13) авăн ойăх, м. молотьбы, октябрь». См. Золотн. 191. В Курм. у. записаны моим братом, А. И. Ашмариным, со слов кр. д. Янгильдиной, Курм. у., Василия Семеновича Мастеркина (ныне покойного) след. назв.: мăн кăрлач, янв.; кĕçĕн-кăрлач, февр.; норăс уйăх, март; пошă уйăх, апр.; ака уйăх, май; хĕр уйăх, июнь; утă уйăх, июль; çорла уйăх, авг.; авăн уйăх, сент.; йопа уйăх (чит. йопуйăх), окт.; чӳк уйăх, ноябрь; раштав уйăх, дек. При этом приписано: «Месяцы начинаются не с 1-го числа, а как народится новый месяц». (Сообщено в письме из Курмыша от 21 янв. 1908 г.). В письме И. С. Степанова Кузьме Серг. Сергееву от13 авг. 1908 г. значится следующее: «Николай Иванович Ашмарин будто бы просил написать, как говорил Иван Яковлевич, названия месяцев по-чувашски. Если нужно, я к его услугам; вот они: 1) юпа уйăх, 2) чӳк уйăх, 3) раштав уйăх, 4) кăрлаç, 5) кĕçĕн кăрлаç, 6) нарс уйăх, 7) пуш уйăх, 8) ака уйăх,9) çу уйăх, 10) утă уйăх, 11) çĕртме уйăх, 12) çурла уйăх, 13) йĕтем уйăхĕ. Начал я считать с октября, кончнл сентябрем. Такой счет у нас, в Черепанове, Буинского у.» Позднее он написал мне следующее: «Многоуважаемый Николай Иванович! Я посылал в Кошки за некоторыми сведениями относительно названий месяцев, так как там есть старик, лет 80-ти, отец которого помер лишь в 3-ем году, имея от роду 109 лет. Он, разумеется, помнит многое, что и как было в старину. Я ждал от них письма и потому так долго не мог ответить. Нижеследующие пояснения относительно названий месяцев мне дали они. 1. Кăрлаç. Зимний месяц, начало года. Судя по вашему счету, захватывает часть декабря и начало января. 2 Кĕçен кăрлаç. Зимний холодный месяц. Про этот месяц говорят: сивĕ ашшĕ, сивĕ амăш(ĕ) ачи-пăчилех пирĕн пата килчĕ. 3. Нарс уйăх(ĕ). После половины этого месяца конец резким зимним холодам. Нарс уйăх тăхăрĕ иртсен (т. е. после 1-ой четверти), кушаксем куса пуçлаççĕ. Нарс — зимний месяц. 4. Пуш(ă) уйăх(ĕ). Этот месяц настает перед распутьем. Свое название получил от обычая «пушă пăрахас». В старину у чуваш сватовство происходило в этом месяце (во многих местах и теперь), и, когда невесту совсем сосватают, евчĕ у родителей невесты оставлял пушă (кнут) или же просто прутик, а свадьба откладывалась, часто и теперь, до Çимĕк. Выходит, это месяц сватовства невесты. 5. Ака уйăх(ĕ). Месяц яровой пашни. Ака çийĕ, так называли исключительно время яровой пашни (теперь в наших местностях такое же значение), и преимущественно пахали старинным плугом. Отсюда и название ака уйăх. Ака уйăх çурхи шыв иртсе пĕтес чух тăвать. 6. Çу уйăх(ĕ). Промежуток времени между ака уйăх и çĕртме уйăх(ĕ). Месяц безработный; отдых и веселье для всех, но главным образом для молодежи. Çу уйăх — çамрăк-кĕрĕм уйăхĕ: они водят хороводы, на семик играют свадьбы и т. п. Существуют выражения: «çу уйăх кантарать, ĕç çийĕ валли вăй парать», «çу уйăхĕнче савăнман, ĕç çинче те ĕçлеймен». 7. Çĕртме уйăх(ĕ). Название этого месяца произошло от глагола çĕрт (дай гнить). Это не указывает на навозное удобрение, ибо в глубокую древность земля не нуждалась в удобрении. Чувашские деревни по Поволжью почти без исключения были окружены лесами; приходилось вырубать леса и обращать в пахотные поля. Привозили домой только лучшие части дерева, а сучья и коренья часто жгли, зарывали, запахивали — предавали гниению (çĕртме). Соответствовал теперепшей паровой пашне. 8. Утă уйăх(ĕ). Курăксем çитĕне пуçласан тăвать, çулса, пуçтарса пĕтернĕ çĕре пĕтет. 9. Çурла уйăх(ĕ). Время созревания и уборки хлебов. 10. Йĕтем уйăх(ĕ). Время молотьбы. Этот же месяц называют и авăн уйăх(ĕ). 11. Юп(а) уйăх(ĕ). Этот месяц настает после уборки хлебов с полей и молотьбы. Снега еще нет. С этого месяца начинаются уже осенние праздники. Чуваши, будучи язычниками, или до усвоения христианства, в этом месяце ставили на покойников своих юпа (столбы) и поминали покойников. Юпа ставили один раз в год, именно теперь. Этот обряд, я думаю, Вам хорошо известен, а потому описывать его я считаю лишним. 12. Чӳк уйăх(ĕ). В этом месяце колесная дорога сменяется санною. Последний осенний месяц. 13. Раштав уйăх(ĕ). Зимний холодный месяц. Зима уже давно установилась. Если в комнате холодно, то говорят: кунта сирĕн раштав, т. е. очень холодно. Добавление к 1-му месяцу. Что кăрлаç есть начало года, свидетельствуют следующие обычаи. Кăрлаç уйăхĕ курăнсан, çав каç, шăлпа çыртса, капан туртнă. Тулли пуçах тухсан, çул пурпа иртмелле пулать, тенĕ; пушă пуçах тухсан, çукпа ирттермелле пулать, тенĕ. Юр çине выртса, мĕлкĕ тунă. Çĕр каçиччен унта мĕн ӳкнине ирхине кайса пăхнă. Пуçах-мĕн ӳксен — пуянлăх, телей, ырлăх; кирлĕ кирлĕ-мар ӳксен, е йытă сысса, шăрса кайсан, телейсĕр пулмалла пулать, тенĕ. Пӳрт итлеме çӳренĕ. Лайăх сăмах илтсен, çĕнĕ çул канăçлă, телейлĕ иртет; вăрçă-харкашу е кирлĕ кирлĕ-мар калани илтĕнсен, телейсĕр çул пулать, тенĕ. Йĕтем итленĕ. Авăн çапни илтĕнсен тырă лайăх пулать, нимĕн те илтĕнмесен, тырă начар юлать, тенĕ. Очень много и других гаданий счастья на новый год. Раньше это делалось по появлении молодого месяца кăрлаç, а теперь проделывают накануне 1-го января. Чтобы точно указать, когда какой месяц начинается и с какими числами совпадают начала месяцев по письменному счету, я не мог добиться, и едва-ли это можно установить на основании расспросов. Мне кажется, надо поручить кому-либо записывать у знатока в продолжение года, тогда можно приблизительно верно указать начало каждого месяца... Всегда готовый к услугам Иван Степанов. 28 июля 1909 года. Г. Симбирск». — Что некоторые годы у чуваш имеют по 13 мес. (местами этот счет забывается или совсем забыт), доказывают факты, сообщаемые в проведенном ниже письме Петра Ив. Орлова. Из них явствует, что у чуваш есть тринадцатый вставочный месяц, именно — кĕçĕн кăрлачă (или кĕçĕн кăрлач), вставляемый, через два года в третий, после месяца кăрлачă (кăрлач). В 1911 г., как видно из письма, было тринадцать месяцев. Назв. мăн кăрлач, повидимому, обозначает то же, что и кăрлач. «Николай Иванович! Эпĕ уйăхсем çинчен пайтах çынтан ыйткаларăм та, çапах та тĕлнех тупимарăм. Халĕ мĕн илтнине çырса ярам, кайран, кĕр кунне, тата мĕн те пулсан пĕлсе пырăп тен. Стариксем тĕрли тĕрлĕ калаççĕ. Хăшĕ: кашни çулах çутă уйăх вăл вунвиççĕ курăнать те, анчах вунвиççĕмĕшин ятне пайăрĕпех каламаççĕ. Çулталăкра вунвиççĕ уйăх пуласса пулать те, ятне ĕлĕкренпех уççах каламаçчĕç, тиççĕ. Хăшĕ хĕр уйăх пулаччĕ, тиççĕ; хăшĕ кĕçĕн кăрлач пулать, тиççĕ. Пĕр ватă суккăр анчах: виçĕ çулта пĕре вунвиçĕ уйăх пулать, тит. Вăл кăçалхи çулта, çак иртсе пыракан çулта, вунвиçĕ уйăх пулать, тит. — Вăл çутă уйăх вунвиççĕ курăнасси виçĕ çулта анчах пĕрре пулать. Акă кăçал вунвиççĕ курăнать. Асту халĕ, кăçал ака çине тухас уммĕн (çур-кунне) ватăсем тавлашрĕç. Пĕри калать: ку ака уйăхĕ пĕтрĕ, çу уйăхĕнче тин акана тухатпăр, тит; тепри калать: ăçтан ака уйăхĕ пĕттĕр, халĕ акана та тухман та, ку пĕтнĕ уйăх пушă уйăх, ака уйăхĕ тин тăвать-ха, тит. Кашни çулах, çак вунвиç уйăх пулакан çулсенче стариксем уйăх шучĕсенчен аташса каяççĕ. — Этсемĕр, чимĕр-ха, ку уйăх мĕн уйăх пулать-ха, ака уйăхĕ-и, ай пушă уйăхĕ-и? тиççĕ. Хăйсем вуниккех шутлаççĕ те, вăн уйăх тĕлĕсем килмеççĕ вара. Вуниккĕ анчах шутласан, чăнахах та ака уйăхĕ пĕтрĕ кăçал вăл, акана тухичченех, тулĕк кăçал вуник уйăх анчах пулмасть, вунвиççĕ пулать. Кăрлачă хыççăн кĕçĕн кăрлачă пулчĕ кăçал, унтан нурăс уйăх, унтан пуш уйăх, унтан тин ака уйăх пулче. Ĕлĕк ваттисем çапла шутлаччĕç. Кĕçĕн кăрлача кăларса пăрахрĕç те хăйсем кăçал, вăн хай ака уйăхĕ малтан килсе тăрать. Кăрлачă уйăхĕ кăçал вăл çĕне çула катăлчĕ, кăçал çавăнпа тепĕр уйăх хутшăнать, терĕ суккăр старик. Вăл уйăх йĕркисене ак çаплашутлать: 1) кăрлачă, 2) кĕçĕн кăрлач, 3) нурăс уйăх(х), 4) пуш уйăх(х), 5) ака уйăх(х), 6) çу уйăх(х), 7) çĕртме уйăх(х), 8) ут уйăх(х), 9) çурла уйăх(х), 10) авăн уйăх 11) юп-уйăх, 12) чӳк уйăх(х), 13) раштав. Тата тепĕр старикĕ кĕçĕн кăрлача: хăй ăссĕн уйăх пулна, тесе шутламасть. Кĕçĕн кăрлачă тесе, нурăс уйăхне каланă, тит; нурăс уйăхĕнче кăрлачă уйăхĕнчи пек сивĕ пулнă та, çавăнпа ăна кĕçĕн кăрлачă тенĕ, тит. Тата тепĕр вирял (Тĕмпексем) старикки раштав уйăхне шутламасть, ăна пĕтĕмпех кăларса пăрахать. Ĕлĕк чăвашсен раштав уйăхĕ пулман, тит; раштав уйăхне ĕлĕк кăрлачă тенĕ, хальхи кăрлача кĕçĕн кăрлачă тенĕ, тит. Унтан вара çула çĕртме уйăхĕ хыççăн хĕр уйăхĕ пулнă, тит. Хăй кашни çулах вунвиçĕ уйăх пулнă, тит; тăрсан-тăрсан, ыйтса антăратсан: темскерле, çанла шутлаччĕç пек те, темле — маннă; тăну-пуçу çук-халĕ, ĕлĕкхи пек мар... терĕ. Çапла... Çакăн чул-ха пĕлни-туни. Ӳлĕмрен лайăхрах пĕлейпĕри? Сыв пулăр. Сире салам. С. Орауши. П. Орлов. 26 июля 1911 г. Показания, заключающиеся в этом письме, находят себе подтверждение в словах Г. Паасонена, который говорит: «Кĕçĕн кăрлачă — в некоторые годы, которые содержат в себе 13 месяцев, — второй месяц» (Vосаbularium 1. Tschuv. 69), а также у Иревли. Иревли. Чăнах та, шырасан, чăваш тĕнчинче тĕлĕнмелле япаласем нумай тупмалла. Ман алăра ун пек япаласем чилай. Çав япаласенчен пĕрне, пуриичен чаплине, çыратăн: чăвашсен çулталăк хĕсепĕ хăйсен пулнă. Ăна эпĕ Салтак-ел Питтăпай арăмĕнчен пĕлтĕм; вăл çырăва (грамоте) вĕлмест. — Чăвашсен икĕ çулĕ вуникшер уйăх, виççемĕшĕ вунвиç уйăхлă пулнă. — Ик çул сиктерсе, виççĕмĕшĕнче кĕçĕн-кăрлачă пулать, терĕ Курпун Иванĕ, Пӳлер-Кӳл çынни. Уйăх эрне-куна тиркет (эрне-кун уйăх тумасть); тет ман асатте. Н. И. Полоруссов. Ман асатте Раштав уйăхне асăнмасчĕ. Мой дедушка (со стороны отца) не упоминал месяца раштав. IЬ. Кĕçĕн кăрлач: эпĕ аслă пиччерен (т.-е. кăрлачран) ирттерĕттĕм те, хĕрлĕ вăкăр (т.-е. хĕвел-солнце) хӳрине тăратать те, кулап-ярап! тесе калать, тет. Тюрл. Аслă пиччешĕнчен кĕçĕн пиччĕшĕ ирттерет («февраль и январь»). В этом же говоре после месяца ака-уйăх (уjы̆х) записан канлĕ уйăх, который, кажется, должен бы стоять после çу уйăх; но последнего в списке нет. Юрк. (в откр. письме ко мне из.. Симб., от 12 июня 1911 г.): «уйăх ячĕсем: 1) кăрлаç у., 2) нарăс у., 3) пушă-уйăхĕ;) 4) ака-у., 5) çăв-у., 6) хыт-суха у., 7) çум-у. (ана çинчи курăксене çумланăран кал.), 8) утă у.. 9) çурла у., 10) йĕтем у.., 11) юпа у., 12) чӳк у., 13) раштав у. Пӳркелĕнчи (в с. Бюрганах) чи ватă çынтан ыйтса пĕлтĕм». На одном листке, написанном рукою П. И. Орлова и относящемся к диал. д. Раковой, хыт-суха уйăхĕ поставлен седьмым, а çум уйăхĕ шестым. Нюш-к. (И. Е. Ефимов). Хĕл уйăх 6 уйăх, çăв уйăх — 7 уйăх, теççĕ пирĕн ялти карчăксем. IЬ. 1) Раштав уйăхĕ, 2) кĕçĕн кăрлач, 3) нарс уйăхĕ, 4) юш уйăхĕ, 5) ака уйăхĕ, 6) çăв уйăхĕ, 7) канлĕ уйăхĕ (не «уйăх»!), 8) çĕртмь уйăхĕ, 9) ыраш аки уйăхĕ, 10) çурла уйăхĕ, 11) итем уйăхĕ, 12) юпа уйăхĕ, 13) чӳк уйăхĕ. Эпĕ ку уйăх шутне пăрмай шутласа тăракан карчăкран ыйтса пĕлтĕм. Вăл мана йĕркипе каласа пачĕ. Ытти çынсенчен те, хамăр ялсенчен, ыйткаласан, мана çак эпĕ ыйтнă карчăк (çинчен): лайăх пĕлет у уйăх шутне, çавăнтан ыйт эс уна, терĕç. Çавăнпа ку карчăк каланине ĕненме пур. Вăл чылая çитнĕ çын, 80-сенче. Уф.? Январь-кăрлачă теççĕ, февраль уйăхне нурăс уйăхĕ теççĕ, март — пушă уйăх, апрель — ака уйăхĕ, май — çу уйăхĕ, июнь — çĕртме уйăхĕ, июль — утă улăхĕ, август — çурла уйăхĕ, сентябрь — авăн уйăхĕ, октябрь — юпа уйăхĕ, ноябрь — чӳк уйăхĕ, декабрв — раштав уйăхĕ. Кăрлачă тесе, питĕ кун кăр-сивĕ килнĕрен калаççĕ; нурăс уйăхĕ теççĕ кун ăшă енне кайса, кун йĕпенсе тăнăран; пушă-уйăхне этемпе выльăх çими пĕте пуçланăран калаççĕ; ака уйăхне ака тăваççĕ; çу уйăхне çулла пулнăран калаççĕ; çĕртме уйăхие çĕртме аки тунăран калаççĕ; утă уйăхне утă тунăран калаççĕ; çурла уйăхне тырă вырнăран калаççĕ; авăн уйăхне авăн аштарнăран калаççĕ; юпа уйăхне карта-хура нăкăтма юпа лартнăран калаççĕ (это неверно); чӳк уйăхне пирĕн чăвашсем чӳк тунăран калаççĕ; раштав уйăхне Христос çуралнăран калаççĕ. Тата эпĕ сире каланăчĕ: эпĕ вунвиç уйăх пулать, тенине илтнĕ, тесе. Вăл тĕрĕс мар, теççĕ, вуниккĕ анчах пулать, теççĕ. Только числалă уйăхпа пĕрле тумаç, унтан ялан малтан туса пырат, теççĕ. Кун шучĕсем пурĕ-пĕрех: 31-тен, 30-тан, 28-тан, 29-тан килет, теççĕ. Напр. кăрлачĕ уйăхĕ 18 декабря тăвать, тенĕ чăвашла калентар çинче, чăвашсем те çав таврана калаççĕ. 19 январта нурăс уйăхĕ тăват, 16 февралте пушă уйăх тăват, и т. д. — Месяцы у Г. Паасонена см. в его «Vосаb. 1. Tschuv.», стр. 69, 91, 110, 2, 139, 133, 195, 143, 26, 30, 190, 112. Тоскаево. Кĕçĕн-кăрлаç (январь. Сивĕпе аслă пиччерен ирттеретĕп эпĕ, Кĕçĕн-Кăрлаç. Кĕçĕн-кăрлаç сиввине чăтакăн леш тĕнчере ăшăнать, тет. Кĕçĕн-Кăрлаç çиленсессен, урăна тăла сыр, теççĕ. Кĕçен кăрлаç пит усал, ним парса та нимĕн илмест. Нарăс уйăхĕ (февраль). Нарăсна кĕçĕн-кăрлаç ĕлĕк пĕрре вăрçнă, тет. Кам урасе (= урасене) тĕпеклĕ тăвать? тесе каларĕç, тет, пĕр-пĕрне. — Эпĕ çынна тăла сыртаратăп! тесе каларĕ, тет, кăшкăрса, кĕçĕн-кăрдаç. — Эпĕ ташлаттаратăп, терĕ, тет нарăс. Çавăнпа чăвашсем: нарăс çитсессен, ташла, вăл ташланине юратать, теççĕ. IЬ. Ака уйăхĕ (апрель). Хире ака çитсессĕн, чăваш ака-пуçне тӳрлетет. — Ачам, хире тухсассăн: ака, пулăш, те. IЬ. Çу уйăхĕ (май). Эй ĕненĕм, ĕненĕм (чит. ĕнемĕм?), кай çукурма картаран: ырă-таса çимĕçпе тăрантса ярĕ вăл сана. Çĕртме уйăхĕ (июнь) «Çинçе» килет çинçелсе, тăвăр ĕçĕре часăрах. «Çинçе» (Тоскаево, Т. у.) = «Уяв» (Буинского у.). «Çинçе вуникĕ (12) кун пырать; çак вуник кун хушшинче нимĕскер ĕçлеме юрамасть; çи те, урама тухса вырт». Çинçе иртсен пулнă çĕртмене çĕр хапăл тăвать, теççĕ. Ут уйăхĕ (июль) (Тосваево). Утта пырса çапăнтăмăр; малашне, ачасем, чу касас пек ĕç тăрать; çавăнпа «авалхисене», ан аптăраччăр, тесе, хытă кĕл тумалла. Ки малтан турра «учук» ту; турра кĕл-ту ял-йышпе; çĕлĕкне илсе, ачу-пăчупа ӳксе пуççап. «Турă, сана пĕтĕм ял ял-йышпе асăнаппăр, укĕнеппĕр, пуççапаппăр, сана вăкăр пусса, выльăхпа силлетпĕр. Алăк патне кĕрӳне, тĕпеле кинне пар. Çурт çумне çурт хуш, мул çумне мул хуш». Турра кĕл-туса пĕтерсессĕн, «Çĕр йышне» кĕлтумалла. Çĕр йыш валли тына пусас пулать. Ял йышне, эй çĕр йышĕ, тĕпе питĕ пар, тăррине тутă пар. Пĕр пĕрчĕ акса, пин пĕрчĕ пар; ывăçпа акса, пӳлмепе пар. Çурла уйăхĕ (август). Хире çурла çĕкличчен, «чӳклеме» тăвас пулать. «Çĕнĕ тырă умĕнчен хур пусса, пĕтă пĕçерсе çырлахтар. «Килĕшпеле виçĕ тĕслĕ выльăх-чĕрлĕхпеле, çичĕ тĕслĕ тырă-пулăпала, пĕр витре, виçĕ чашкă сăрапа пуççапаппăр сана, турă, ӳкĕтлетпĕр, асăнаппăр. Чӳклесе пĕтерсессĕн, «Пӳлĕхçе» асăн. Ăна чĕреспе виçĕ куркапа сăра тула кăларса ларт. Унтан вара «Хĕрлĕ çырана» асăн, тата «Пӳлĕхе» ӳксе пуççап. Вара «Карташ пăттине»: «çуратакан турă, çырлах», тесе, виçĕ юсманпа асăн. Унтан «Кепене» хур пусса, пăтă пĕçерсе, виçĕ юсманпа çырлахтар. Кайран «Аслă ырсене» «Кепе амăшне» килĕшпе çырлахтар. Чи кайран çичĕ тĕслĕ выльăх-чĕрлĕхшĕн çичĕ юсманпа «килĕш пăтти» пĕçерсе çи. Итем уйăхĕ (сентябрь). Итем уйăх çитнĕ пуль: «хав, хав» сасă илтĕнет. Юпа уйăхĕ (октябрь). Авăн уйăхĕ (ноябрь). Авăн тетĕмĕ çӳлелле хăпарсассăн, этемме канăçлăх пулать, тет. Чӳк уйăхĕ (13-ый месяц по старин. чув. сч.). Кĕлту, таванăм, ĕç пĕтĕрĕ; ырă чунпа чӳклеме ту. «Симĕс пуçлă кăвакал, вĕççе кай та, веççе кил. Картлă-картлă пашалу, кусса кай та, кусса кил. Вите кутне вăрă пар, карта кутне кашкăр пар» (!). В Б. Олг. записаны назв. мм.: вутойăх (вудоjы̆х), çорлойăх, ан-ойăх, йопойăх, чӳк-ойăх, мăн-кăрлачă (кŏр-), кĕçĕн-кăрлачă, норăс-ойăх, пошă ойăх, акойăх, çу-ойăх. В Н.-Карамалах, Белеб. у., чувашские месяцы соответствуют европейским; их 12: кăрлаç, нарăс-уйăх, пушă-уйăх, акуйăх, çăвуйăх, çĕртме-уйăх, утă-уйăх, çурла-уйăх, авăн-уйăх, юпа-уйăх, чӳк-уйăх, раштав-уйăх. Эти же самые названия записаны мною в д. Питушкиной, б. Курм. у., но только вм. çĕртме уйăх в этой деревне ставят çом ойĕхĕ, а 12-й месяц назван просто раштав. В Ой-к. — счет мм. тоже идет на европ. лад: 1) мăн-кăрлачă, 2) кĕçĕн-кăрлачă, 3) норс-уйĕх (уjэ̆х), 4) пуш-уйĕх, 5) ака уйĕх, 6) вутă уйĕх, 7) хĕр уйĕх, 8) çорла уйĕх, 9) авăн уйĕх, 10) йĕтем уйĕх, 11) чӳк уйĕх, 12) раштав уйĕх. Здесь юпа уйĕх пропущен, а на его место ошибочно поставлен йĕтем-у., который собственно является в др. говорах лишь варянтом названия авăн-у. — В новых книгах на чув. яз. названия месяцев часто употребляются без нарицательного «уйăх» и вполне соответствуют 12-ти мм. солнечного года. Их порядок: кăрлач, нарăс, юш, ака, çу, çĕртме, утă, çурла, авăн, юпа, чӳк, раштав. Кăлентар 1928 ç. Пушăн вун-саккăрмĕшĕ, 18-е марта. Альш. Имена месяцев соотв. европ. назв.: 1) кăрлаç. 2) нарăс, 3) пушуйăхĕ, 4) акуйăхĕ, 5) çăвуйăхĕ, 6) хытсухуйăхĕ, 7) утуйăхĕ, 8) çурлуя-хĕ, 9) йĕтем-уйăхĕ, 10) юпуйăхĕ, 11) чӳк-уйăхĕ, 12) раштав.

уйăхласа

помесячно. Н. Карм., Н. И. Н. Эпĕ ĕç хакне уйăхласа илеп. К.-Кушки. Уйăхласа ĕçлеп. Работаю помесячно. || Целый месяц. Н. И. Н. Лармара уйăхласа лартăм (целый месяц).

уйăх туни

нарождение луны. Т. IV. Уйăх туни тăхăр кун çитнĕ тĕлте тырă аксан, тырă тăхăр çулччен пĕртте юлмасть, теççĕ. СТИК. Çĕнĕ уйăх тусан. Когда народится месяц. Уйăх пĕтсен. Когда месяц пропадет. Çĕнĕ уйăх туни-ха? Народился-ли молодой месяц. Тунă, эпĕ ĕнер куртăм. Регул. 1222. Ку ойăх поличчен (тăвиччен) килчĕ. † Раштав уйăхĕ тунăтăр, пăрланаççĕ вак кучĕ. Альш. Раштав уйăх тунă чух, пăрланать-тăр вак кучĕ. К. С. Уйăх тăвать. Нарождается луна. Иревли. Шăмат-кун каç, вырсарни-куна хирĕç, уйăх хĕвелтен юлать, терĕ асатте; кĕçнерни-кун (çу уйăхин юлашкинче) хĕвелтен юлсан: уйăх тунă, тетпĕр, терĕ. И. И. Орл. Ку пĕтнĕ уйăх пушă уйăх, ака уйăхĕ тин тăвать-ха, тит.

уймăллă

то же, что уймăлă. Отсюда: уймăллă пул, то же, что уймăлă пул. Орау. Вăсем тухнă, эпир çитимарăмăр, иксĕмĕр çул çинче уймăллă пулнă (разъехались). Янтик. Пасарта эп ăна кураймарăм, иксĕмĕр те уймăллă пулнă пулмалла. Ст. Чек. Икĕ çын пĕр çĕрте хирĕç пулмалла, анчах пĕри вăл çĕре малтан пырса каять, тепĕри ун хыçĕнчен пырать, çавна: уймăллă пулнă, теççĕ (разошлись). Сред. Юм. Эпир иксĕмĕр уймăллă пôлнă, эпĕ пĕр ôрампа кайнă, эсĕ тепĕр ôрампа килнĕ пôлмалла. Конст. чув. Эпĕ унпа вара пайтах калаçрăм. Сăмахсем пĕр те уймăллă тухманран эпĕ ăна чăнахах хам пурăнакан çын иккенне ĕнентĕм, вăл та ĕненчĕ.

укаля

укальча, (угал'ζ'а), околица. Буин. Укальчаран тухрăм, эпĕ ут ятăм. N. Укалча варринче çавра кӳл. Бугулгм. † Укалча хапхи, пилĕк хăма, шултăркарĕ кăçалхи уярпа. . Икĕ капан анкарти хире-хирĕç, укальча тытма та çитмелле.

укçа-тенкĕ

общее назвчние денег (деньги вообще). Поучение на 6 дек. Пирĕн Хусан купернийĕнче школасем нумай; вĕсене ытса тăмашкăн укçа-тенкĕ нумай кирлĕ. Ходар. Укçа-тенкĕрен татăк ан ту (т. е. не лиши. — Из моленья чӳклеме). N. Эпĕ санат апла тусассăн, тем чухлĕ сăпаççипе калăтăм, тем чухлĕ укçа-тенкĕ парăтăм.

ул

(ул), сын. В. Олг., Сеçмер, Пшкрт и др. См. ывăл, увăд, ăвăл. N. Çул çинче, эпĕ хамрăн пичи улне (ул'н'э) тĕл пултăм.

уланкă

(улангы̆, улангы̆), оланкă (олангы̆), окунь. Батыр. Ядр. Эсĕ кӳлĕ пол, эпĕ оланкă полам, тесе каларĕ, тет. || Лич. яз. имя мужч. Иревли. Уланкă.

улах

(улах, олах), уединенный, уединение. Мар. Егип. Монастырĕ (чит. мăнастирĕ) пушă хирте, улах çĕрте пулнă. Шибач. Ман олах, айта ман пата. N. Эпĕ алăкне тухса питĕрем-ха, урăх никам та ан кĕритĕр, хамăра улах пултăр (чтобы нам быть наедине), терĕ, тет. || Ночное собрание молодежи. N. Осенью и зимою, когда обыкновенно ночи длинные, девушки собираются в одю баню с работами. Позднее туда же являются парни с какою-нибудь музыкою. И начинаются игры, шалости, нередко и драка. Это назыв. улах. В. Олг. Олах. Йокорпа арĕмĕ сара ĕçме кайса, ачисем олаха çĕнчĕç: килĕр, тет, ларма, аттисем перĕн сăра ĕçме кайса. Окаххи ятлă хĕр ачи хĕр тантăшшане чĕнет: килĕр, тет. Похăнчĕç ачасам ларма; арçын ачасам çăпата туаччĕ, хĕр ачасам кăнчала арлаччĕ; тĕрĕ туаканĕ те пор. Вăлсам ларчĕç-ларчĕç те: тавай выльăпăр, тет, чĕпикле, тет. Ĕçлĕк тăхăнса выляччĕ. Пысăкĕсем чĕчĕ тытмалла вляччĕ. Хĕре, çĕклеме исе, тӳшек кокрине исе каять, чеччине тытать, inferiores quoque pertrectct partes. Тепĕри калать: тавай, тет, шу коркипе чĕчĕ виçĕпĕр, тет: камăн чĕчĕ пусăк, камăн пĕчĕккĕ? тет. Тата туаччĕ — мăйăран пĕрне-пĕри çеклетсе тортаччĕ пиççипе. Çине выртса, çĕклесе тăратать тата. Тата, мăклашка çине ларса, ора çине ора хорса, ларас полать, каран йĕп çăртине çип тирс'илес полать. Пăлаттин çине алăпа тытса, çавăрнса, хăпарса выртать — кошт! çӳлелле. Пăлаттин çинчен шăрпăк илмелле, тата похан виттĕр тохмалла, тата кăшăл виттĕр авăнса тохмалла. Атан атиччен лараччĕ. Икшер йĕке арлаччĕ хĕрсем, çинче çин йĕки. Лайăх туакан арçын ача пĕр мăшăр çăната пĕтерет. Онта йорлаччĕ тем тĕслĕ йорă: той йорри, ĕçкĕ йорри; самый лайăх йорăсам вĕренеччĕ, тем тĕслĕ сăмах вораччĕ. Каран тарначчĕ. Варлă хĕрсем лăка кĕрсе йолаччĕ — яшă ачапа яшă хĕр, варлă ачана варлă хĕр, atque ibi mixtis corporibus iuvenilis amoris suavitate stantes perfruuntur. Н. Седяк. Улах шăп, канăçлă вырăн тени пулать. Улаха хĕлле тăваççĕ, пĕрле пухăнса ларса алă ĕç тăвасшăн, праçник каç вăйă-кулăшăн тăваççĕ, ташласшăн. Улаха çамрăк çитĕннĕ хĕрсемпе çитĕннĕ каччăсем тăваççĕ. См. Стюх. чув. 25. Нюш-к. Улах ула кутлă (т.-е. посиденки до добра не доведут и пр. Якейк. Йори калаçрăм çыр хĕрпе олахсенче çăвăрма (= çывăрма). Собр. 209. † Хамăр савнисене кĕте-кĕте, уйăх çурă выртрăм улахра. † Хĕрсем, улаха мĕн-ма тухмастăр чунусене йăпатма? ТРМ. Сирĕн ачăрсем, улаха кайса, пĕчĕкреннех аскăна вĕренеççĕ. † Манăн еркĕн — виç еркĕн; вăсем тăрса юлаççĕ, улах яшки юлатĕ. (Солд. п.). См. Магн. 236.

улича

околица. СПВВ. Т. Улича укăлçа тени пулать. N. Эпĕ вара лашана уличаран тытса килтĕм те, кĕтӳве кайма тытăнтăм. Шарбаш. Улича = овраги за гумнами.

улăм

(улы̆м), олăм (олы̆м), солома. Хып., № 33, 1906. Улпутсен çурт-йĕрĕсем, улăмсем, утăсем çунаççĕ. Хурамал. Автанĕ каланă: эпĕ улăм ури çинче те хĕл каçăп, тенĕ. Орау. Улăм чăмланă пек, ним усси те çук пулĕ. Наверное, от этого, как от желания соломы, нет никакого толку.

улăштар

олăштар, менять, переменять. Юрк. Ку вырăн пĕртте кăмăла килмест; атя ураххине шырар, кăна улăштарса ярар, тет (она). Юрк. Ашшĕ вилсен, вăл туса панă çуртне тепĕр çынпа улăштарса ярат. Сир. 14. Тус çыннуна мулпа ан улăштар. Тюрл. Лерисем, килсе, улăштарса кайна. Пришли с того света, сделали по-тамошнему; только тело здесь лежит и делает похожим на человека. Сред. Юм. Ормăшса çӳрекен çын çинчен: ие ôлштарнă поль ôна, теççĕ. Ие ôлăштарнă çын пит ôсал, вăйлă, чăрсăр полать, тет; ôна çынсем çĕнеймеççĕ, тет. Ô вара кăçта килчĕ онта çына мăшкăласа, колса, хĕнесе çӳрет, тет. Трхбл. Çӳлĕ тусем çинче тилĕ вылять — улăштараясчĕ утпала. Улпутсем выляççĕ мулпала, улăштараясчĕ нушапала. Беседа чуваш. 9. Керимулла хăй лашине Насыр лашипе улăштарасси çинчен те каласа пачĕ, улăшас кун Микулая та çĕнчĕ. Юрк. Эпĕ лашама улăштартăм кивĕ пăшалпа (на старое ружье). Юрк. Армансенче те ырашпа кулаç улăштарса тăраннччен çинĕ (он). Изамб. Т. 60°». Ыран шыв арманне улăштарма ярап. Никитин. Лашисем аран-аран урисене улăштарса, тапкаланса пыраççĕ. N. Улăштарса тăхăнас — переодеваться. || Поменяться (чем). Якейк. Атя иккĕн лаша (лашасам, хотя у каждого — по лошадп) олштарар. IЬ. Тавай иксĕмĕр калпаксам (калпак), олштарар. || Олăштар — смешать (кого), Т. е. заставить ошибиться в счете. Якейк. См. аташтар.

уллах çурт

дом, стоящий в стороне от других домов; уединенный дом. Турх. Уллахрах çурта пухăнса, тирĕкпе шыв çавăраççĕ: çитес çул эпĕ курасса çавăнта кăтарт, тиеççĕ. (Гаданье).

ум

ом перед. Пшкрт. Ом — перед. Ч. П. Хапхи умĕ пылчăклă. || Место, на котором жнет жнец. Сред. Юм. Õм, тесе, тыр вырнă чухне хăй выракан тĕлтине калаççĕ. || Назв. частей, на которые делят загон для удобства засевання. Янтик. Айта, Иван, ту часрах ум, акса пĕтерер! (Тырă акнă чухне, акма лайăхрах пултăр, тесе, тата вăрлăх пĕр пек ӳктĕр тесе, анана темиçе пая пайлаççĕ, çав пая ум теççĕ. В. Михайлов (рукопись). Вара анапа ум чар та (= чĕр те) кашни ум валли пĕр пай вăрлăх хатĕрле. || Употр. в качестве послелога. Ман ума, ман умăма, ман умма (= каз.-тат. алды̆ма), передо мною. Регули, 1127. Ман омра тăчĕ. N. Кай кунтан, ман умран. СПВВ. Хам пур умра ан хăра. Альш. Ăйхăнтан вăрансан, ан хара, эпĕ пулăп санăн умăнта. Альш. Умăнти сăрку. Ст. Ганьк. Хура хур умĕнче хура пыльчăк, хаçан тинсе çитĕ-ши? М. Сунчаеево. Ч. Пăртак тăрсан-тăрсан, хăйсем умне (= перед избу) тухса, вут хучĕç, унта сăра, эрех, икерчĕсем илсе тухрĕç те, хыва пуçларĕç. Альш. Сӳнтĕк (назв. деревни) умнеллех кăять вăл çаранлăх. Б. Янгильд. Тогаш. Вăл (она) стариккине (мужу), умне тухас тесе, чатрах лашине хăвалама хушнă. . Çăва патне çитнĕ чух карчăкки тепĕр çулпа çуна вăлсем умнелле тухнине курах каннă, анках старикки çакна курман. Сборн. Ах, аннеçĕм, анне! хĕреслĕ тенкĕ пулам та, кăккăр умне çакса юл! Юрк. Пирĕн умран (мимо) навус тăкма кайнине те вилнĕ çынсене масар çине пытарма илсе кайнине анчах курса тăратпăр, урăх нимĕн те курмастăнăр, тет. N. Киле пырсан, пĕр çĕре пухăнтăмăр та, пурте йĕмсене хуса хĕвел. Умне (на солнышко) типĕтме çакрăмăр. N. Хамăр пурсăмăр та аписам умне кайма хăратпăр. Синьял. Пире анне çуратрĕ, ыр çын умне тăмашкăн; ыр çын умне тăраймарăмăр, тăшман умне тăтăмăр. N. Шуйтанăн сăмси умне тĕлех пулать. Юрк. Сан ачу мар, ачу мар (т.-е. я), аннеçăм, шурă патша умĕнче тăраканĕ, ури айне пукан лартакан, кучĕ айне минтер саракан, икĕ хулĕнчен тытса лартакан. Ала 15°. Патша, халăх умне тăрса, акă çапла каланă, тет. Стюхино. Атьăр каяр хĕр илме икĕ савни умĕнчен. Жит. св. февр. Сăваилă Мелетий вилес умĕнтереххĕн патшана Аслă Феодосий кĕнĕ. Альш. Пирĕи умма ӳкрĕç те, пуçĕсене чикнĕ хăйсем, нимĕн те чĕнмеç, пыраççĕ хуллен уттарса. . Умĕнчен пӳл, умĕнчен пӳл, ан яр! (лови их!). Ала 29°. † Ай, кинçĕм Анна пур — опăшку умне выртсассăн, эс апие юрăн-ха. Утмăл çулхи атти пур, олтă шăл витĕр хĕм тухать. Ай, кинçĕм Анна пур — опăшку умне выртсассăн, пирĕн аттене юрас çук. Хора-к., Покр. в. Ĕçе лайăх ту, ху умнах тăрĕ (тебе же будет на пользу. Послов.). Юрк. Асамат кĕперĕ çумăр умĕнчен (перед) карăнсан, çумăр чарăнать; хыçĕнчен курăнсан, тата çăвать. Формы: «уммĕн, умĕн, омăнь, омĕн, омăн» см. под уммĕн.

ум тат

сделать так, чтобы не было недостатка. Чет. Пут. Вăл пире час-час: астăвăр, эпĕ пĕр çук çĕртен çăкăра умне татрăм, эсир те ман пек пулăр. Хыпар, № 6, 1906. Ним ĕçлесси нимĕн туса пурăнăç умне татмалли пулмасть. N. Пурăнăç умне тат.

йăвăç-умми

дикое яблоко. Ч. С. Эпĕ вăрмана явăç-умми пуçтарма кайни.

ун

(ун), он (он), его, ее (род. п.). Альш. Ун арсăрлăхĕ. . Ун иккĕленни. . Ун вăрттăнлăхĕ. IЬ. Ун наянĕ. . Ун никечĕ. . Ун паллаканни. Изамб. Т. 90°. Эпир ун йышшĕ мар, хĕр енчисем ташлама тытăнсан, усене тĕрте-тĕрте яратпăр. СТИК. Ун мĕн сутни ăнса пырать. Альш. Ун хисепĕсем. Сред. Юм. Õн пичĕ çерçи çăмарти пик, тесе, хора-тотлă çынна калаççĕ. Б. Хирл. Сăнчăр кăкар та, сăнчăрăн пĕр вĕçне çак çăла яр, эпĕ ун (унпа?) çыхăнăп та, вара эпĕ тухăп, тесе каларĕ, тет.

унтан-кунтан

откуда-либо. N. Унтан-кунтан çыру-мĕн килсен, эсир эпĕ таврăниччен сыхласа усрăр вара. Сред. Юм. Пăртак октан-контан окçа топмасан пôрнма пит канçăр. Орау. Унтан-кунтан вулап. Читаю не попорядку. || Время от времени. Толстой. Вăл эпĕ çитиччен вилнĕчĕ ĕнтĕ, унтан-кунтан анчах кăрт-карт турткаланса, чĕтренсе выртатьчĕ (он). || В том или ином отношении. Юрк. Вĕсенчен унтан-кунтан пĕрте хăрушă пулман.

упа

опа, (Пшкрт. ора,) медведь. Юрк. Шурă упа, сăрă упа, хура упа. Орау. Çеминаринче пĕр упа питлĕ ача вĕренет, пиче çурри пĕтĕм çăн (половина лица вся в шерсти т. е. в волосах). N. Упаран хăранă пек хăранă вăл патакран (побоев). Якейк. Халь вăл упа пак пĕччен порнать ĕнт (живет однаоко). Шорк. Пичĕ упа кучĕ цек (как медвежья задница) хура; ма çуса ямаççĕ-ши амăшĕсем? Якей. Хаяр вăрăнса, çĕрĕпе упа пак ӳлер (= улăрĕ). Чураль-к. Упа юмаххинчи юрри. Ыраш уйĕн килтĕмĕр — шыра-шыра килтĕмĕр: урпа уйĕн килтĕмĕр — ура-ура килтĕмĕр; пăри уйĕн килтĕмĕр ......; сĕлĕ уйĕн килтĕмĕр — сĕрлĕ-сĕрле килтĕмĕр; тулă уйĕн килтĕмĕр — тăла-тăла килтĕмĕр. N. Пĕри упа юлать, тепри хуçи пулать. Хуçи упана ташлаттарса çӳрет (на святках). Сред. Юм. Он пôрăнни пôрăннне (?) ô? Õ та порнать пĕччен, упа та вăрманта пĕччен çӳрет. (Говорят про неженатого, одинокого человека, если ему давно пора жениться). Орау. Вăрмантан упана (un ours) чĕнсе кăларам ак! Актай. Упа пырать, тет. Кайăк упаран ыйтать, тет: ăста каян, упа килеми? Сред. Юм. Пысăкрах ачасем йĕрсен: мĕн уна пик улласа ларан? теççĕ. Хорачка. пєр обиба кашкы̆р-ҕап коры̆нды̆мы̆р (жили во вражде). Хора.-к., Покр. в. Опа котне çу йораман, тет. N. Кăмакара лăпсăр-лапсăр упа ташлать. (Мелке). Сред. Юм. Упа котпе çу сĕрнĕ, тет те: ытла çемçе, тесе каларĕ, тет; эс те çавăн пик: сана тепле лайăх туса парсан та, йорас çок. СТИК. Упа пек утат (неуклюже). Лап-лап! пусса çӳрет упа-пек. Шурăм-п.. № 26. Упа кутне çăв юрамаи. (Послов.). Чист. Упа килет. (Так пугают детей). Чураль.-к. Ати упи — мур упи: тăкăлт-тăкăлт сиккелет — сĕм вăрмана кĕрех кайрĕ. || Личн. имя мужч. Рекеев. Упа. Альш. Упа тетен кивĕ ырашне хам та виççĕ алларăм. N. Упа тетен кивĕ ырашне хам та виççĕ алларăм: Упа тетен Уринине хам та виççĕ чуптурăм. Чăвашсем. Упа, мужское имя. Упа тесе, ак мĕншĕн хураççĕ: упа пек сывлăхлă пултăр, чирĕ ан тивтĕр, тесе хураççĕ. || Упа — «обстоятельства». Изамб. Т. Эпĕ вăл хĕре пит те илĕттĕмччĕ те, упа ямас (не позволяет состояние).

упален

ползать на четвереньках. Турх. Çӳретĕп хам упаленсе, аннем сăнне эп куратăп. Зап. ВНО. Пĕчик ача упаленсе çӳрет. IЬ. Твайкки çине упаленсе хупартăм. Ст. Шаймурз. Пĕчĕкçĕ те çырма, тарăн çырма, упа упаленет çуришĕн. Iга 520°. Вĕсем иккĕшĕ те, упалене-упалене, йĕп пуçтара пуçларĕç, тет. Истор. Салтаксем пăрланса ларнă тусем çине упалене-упалене хăпарнă. В. Араб. Б. Эпĕ вăл çырма урлă чух упаленсе каçатăп. Цив. Пĕчĕк ава упаленсе çӳрет.

упăшка

опашка, опышка, муж. Альш. Эпĕ мĕшĕн упăшка мар саншăн? тет. Чем, говорит, я тебе не муж? Абыз. Кăтăр-кăтăр кăтка тĕмески, симĕс кайăк упăшки. (Загадка: сухан). N. Кĕлете арăмĕ упăшкине çĕклесе тухаччĕ, тет (ĕлĕк пит çамрăкла авлантарнă). || Вдовый, вдовец. Пшкрт. Оβы̆шка, вдовец. Хорачка. Арăм вилсен, опăшкая килчĕ.

упра

опра, беречь, защищать. Баранов 119. Çавăнпа лайăх хуçа вăрмана упрама тăрăшать. IЬ. Çапла вăл шыва упраса, типĕтмесĕр тăрать. СТИК. Эпĕ ку япалана упрас терĕм-ха: хăнасем килсен, тыткалама нимĕн те çук. Я эту вещь берегу, очень бывает иногда нужна. Сунч. Эсĕ сыхлăсăнччĕ, упрăсăнччĕ, Эй турă! Арçури. Ах, турă çырлах, турă ан пăрах, ху этемне ху упрах! Сборн. по мед. Сывлăхне упрамаççĕ, епле килчĕ, çапла пурăнаççĕ. Календарь. Çимĕçсене çил силлесе тăкасран упрать. Ст. Ганьк. Эй турă! сыхла, упра, усала сир, турă! Чув. календ. 1911. Апла юта кайса ĕçлени килĕнчи тыррине упрани пулать-и. Чет. пут. Ун пек çын хăй япалине упраса тăрайманнине, çыннăнне упрае çук. Хыпар № 19, 1906. Ялан вĕсен хӳтлĕх пур. Вĕсене халăхĕ те хӳтĕлĕх благочинный та тĕреклĕх, архиерей те упраса тăрать. Фин. Хăй аллинче тытса тăракан япаласем пек сыхласа, упраса тăрать. Серг. Радон. Мĕн кирлине парса, сыхласа, упраса тăрăп. Изамб. Эсĕ ку япалуна упра ĕнтĕ (берети). СПВВ. ТМ. Упрас сыхлас. N. Ыр кун пар, ыр çул пар, сыхла, упра, усала сир. (Наговор). О сохр. здор. 93. Иккĕмĕш алăкĕ пит хулăм пулмасан та, пӳртри ăшша пит упрать вăл... См. Чек. Пур тмрра-пулла, выльăха-чĕрлĕх эс сыхла, упра, турăçăм, турă. Кн. для. чт. 11. Кам ĕнтĕ ăна, мĕскĕне, усалтан упрĕ, ăса-тăна вĕрентĕ? Сунч. Килес инкекрен эсĕ сыхла, эсĕ упра. Трхбл. Хăна ху ху упрас пулать. Хурамал. И, 5. Вăррăнтăн-хурахăнтан, йыттăнтан-качăкăнтан, усалăнтан-тĕселĕнтен сыхла, уппра пулин пар.

ура

ора, нога. N. Эпĕ, урана салтса, хăпарса лартăм сак çине, урасене кăмака чĕрçи çине хурса. Якейк. Ора посма вырăн çок. Негде ногою ступить. Альш. Ĕлĕк вăл (Етремен), ку енче те, леш енче те вăрман чухне, çын ура ярса пусса каçса каймаллаччĕ, тет. N. Виç урипе каялла чакса пырать, çăварĕпе, пĕр малти урипе çăкăр татăкне сĕтĕрет. Букв. 1904. Ура салтсах выртма пуçланă (больная). Алик. Ай, килеми, килеми, ура канли (кан'л'и) кӳтĕмĕр. (Свад. п.). Изамб. Т., КС. Атта çара уран тăхăнсан, ура хăпарать. Богдашк. Тăрăс, тăрăс ташлама тимĕр ура пулинччĕ. N. Ура алăк хушшине пулсан (если прищемишь), çын килет. Сред. Юм. Ĕнер-çиç чипер çӳретчĕ, паян ора çине те тăрайми чирлесе выртать. Вчера был здоров, сегодня уж и на ноги вставать не может. Ч. С. Ун чухне ачасем пит ӳсĕр пулаççĕ, урисем çине те аран-аран тăраççĕ. Урмай. Ури çăмăл юлсассăн, килес çул кайлах килĕпĕр; ури йăвăр пулсассăн, çич çулсăр та килмĕпĕр. Скотолеч. 13. Шыв е сĕлĕ пуринчен ытла малти урисене анать. Трхбл. † Аттепе аннене лартар-и, ик уринчен тытса тайлар-и. Альш. Ура салттараççĕ хĕве хупсан. Хĕрĕ каччинне салтать. Зап. ВНО. Ăçта каятăн, икĕ ура? — Тватă урана шырама. — Ăçта каятăн, тватă ура? — Ултă урана шырама. — Ăçта каятăн, улт ура? — Выртнă упана тăратма. (Çара-çуна). Изамб. Т. Пĕр урипе сиксе каят. Чăв. й. п. 31. Апат хытнă çăкăрне, лармасăр, ура çинченех (стоя на ногах) çикеленĕ. Н. Лебеж. Виç хĕл каçан вăкăрне шур парнене тытрăмăр; ури çинчен пусăпăр, ăна туй халăхне валли тăвăпăр. Сред. Юм. Õра сыраччин йôрласан, каç пôлаччин йĕрет, тет. (Поговорка). Хăр. Паль. 5. Акă Палля тĕлĕнчен пĕр уксах ача хăрах уранăн сиксе кĕвĕ. N. Если урине (у молодушки) курсан, вара пĕр мăшăр чулха илсе парас пулать кинĕн, е кĕрӳшĕн хунĕсем патĕнче. Беседы о землед. Пĕр татăк хытнă çăкăршăн та ураран ӳкиччен ĕçлетĕн. N. † Урасем пусрăм та, куçма хĕсрĕм — ухмах иккен хĕрĕрсем, сисмерĕç. N. † Савнă тантăш аса килнĕ чух ура çинчен (наяву) тĕлĕк куртăмăр. N. Ăна вара ура тупанĕ патне хурса тĕтĕмне кăлараççĕ. (Тĕтĕрни). Ст. Чек. Аллупа пар та, урупа çӳре. (Послов.). Пизип. Пĕр карта сурăх, пурте пĕр ура тăрăнче тăраççĕ, (Купăстасем). Юрк. Урисене пуçтарса ларсан (гуси)... Пшкрт. Молҕас' иҕоран ларза-да, хы̆лҕизäм анцак коры̆начы̆. М. Васильев, № 3,44. Пăхаç кăсем ирхине — тотар лаши орине тăсса выртнă (околела). Сред. Юм. Кошак ôри чоста, ман ôра тимĕр! Пĕчик ачасем çӳлĕ çĕртен сикнĕ чôх çапла каласа сикеççĕ. Орау. Ура çинчен янă. Futuit stans. Ст. Чек. Пӳрте кĕнĕ чухне алăкпа урана хупсан (прищемишь), хăна килет. N. Манăн урасам утми пулчĕç. Сред. Юм. Ора сырма кил! тесе, ирхĕне ирех хуçисĕм вырăн çинчен тăраччин пыракан çынна калаççĕ. Орау. Тухса кай кунтан халех; нихçан та ман килĕме уру килсе ан пустăр! Букв. 1904. Çырла вĕçĕ-хĕррисĕр, ура пусма та çук (негде ступить). Сред. Юм. Ора-ал пит ыратать. Руки и ноги болят. О сохр. здор. Урпсемпе тапкаланса выртма. Ст. Шигали, Цив. у. Унтан-куптан юлмин, пирĕнтен пит инçех мар, пĕр çын чупса килни курăнчĕ те, эпир лайăх пăхмасăрах урана кута лектерсе чупа пуçларăмăр (во весь дух). Альш. Ура хурса ӳкерес. Свалить, подставив ногу (= такăнтарса ӳкерес). КС. Орау. Хăй кулать, калаçать, ури çĕре перĕнмеçт. IЬ. Таçта çухалчĕ кушаккăм, аванччĕ. Урана чăссан, ура урлă сикеччĕ, тата, кайри урисем çине ларса, слушит тăваччĕ. Букв. 1904. Эпĕ вара урана çĕре тивретмесĕр (= тивертмесĕр) киле çитсе ӳкрĕм те, питĕрĕнсе лартăм (прибежал во весь дух). N. Ураран ӳксе, вырăн çине выртнă. N. Çав пичĕкен тĕпне ура тивмест; пӳ ярсассăн, пӳ çитмест. N Ватă юмансом те ӳкеççĕ, тет, ураран (валятся). СТИК. Чăхă урине хĕр-ача çисен, тĕрре пĕлмест, тет. Чув. прич. о пог. 229. Хур пĕр уранăн тăрсан. Если гусь стоит на одной ноге. || Доля, равняющаяся одной четверти заколотого животного. Сред. Юм. Миçе ора кĕтĕн? Çак çолсĕнче выльăхсене оралашса пусаççĕ; пĕр ора кĕнĕ полсан= 1/4 части коровы; çор ора кĕнĕ полсан= 1/8 части коровы; ик ора= 1/2. || Активный участник воровства, знающийся с ворами из других селений и помогаюпшй им воровать,в своей деревне. Якейк. Ялта япаласам çохалсан, вăррине пĕлмесен: ори ялта пор, теççĕ. IЬ. Хамăр ялти орине пĕлесчĕ.

ура яр

шагать, шагнуть. Ч. И. Çав чечеке пăхаймасăр ура ярса таптарăм. Орау. Карти çӳллĕ мар, ура ярса та каçмалла. Ашшĕ-амăшне. Эсĕ мана паян ху патна кӳртмесессĕн, ӳлĕмрен эпĕ сан çуртна ура та ярса пусмăп, тенĕ. Кратк. расск. Çав кĕçĕн шăллăра кунта илсе килсе мана кăтартмасассăн, эсир кунтан килелле ура ярса та пусаймăр. || Inserere femur inter alterius femina, qujd fit in subatione. || Испускать лучи. Чув. прим. о пог. 49. Хĕвел ура ярсан, çăмăр пулать. Если от солнца идут вниз лучи пучками («ноги»), будет дождь.

ик уралăн

на дыбы. Альш. Лаша, икĕ уралăн тăрса, çыртса илет. Тăват уралăн, на четвереньках. Чет. пут. Эпĕ кăшт çĕклентĕм те, тăват уралăн чӳрече патне упаленсе пытăм.

урапа

орапа, телега. Чертаг. Урапа. Пуçелĕк, тĕнĕл, аялти ӳрече (ли кашта), ĕревĕч, кайри тôкăн, ӳрече, урапа куккри, çертешнĕк, çертешнĕк шăтăкĕ, тôрта, теврĕш, ôрхалăх = поперечник, кайри теврĕш, ôрапа пăти. Кайри орапа пăти тохса ӳкнĕ. Орапа мăйраки (завертывать вожжи), кĕпчек, толккă, потăскă, ôрапа кăшăлĕ (кăшăллаççĕ). Части телеги (Н. Карм.). Урапа ешчĕк, кузов, ящик; ӳречи, грядки; сӳретке, дроги?; кукрашка, лисица (соединяет заднюю подушку с переднею); каклешке, крюк, кривулина, за которую заматывают при остановке вожжи; урапа пĕкки (п̚ӧ̆кки), подуги (дужки, обхватывающие бока телеги); пуçелĕк, передняя подушка; шĕлепкеллĕ пăта, особая чека; йăрана (или, по-тат., атлама) обойма кĕпчек кăшăлĕ, обруч ступицы; кĕпчек, ступица; кĕпчек тулкки, втулка; патуска, поддоски; кĕпчек шăлĕ. Якейк. Ав орапасампа килеççĕ. Вон едут на телегах. И. С Степ. Ялан пур урапа та пĕр йĕрпех чупмасть, теççĕ. (Послов.). (ред. Юм. Орапа пĕрмай пĕр йĕрпе космас (т. е. не всегда бывает удача. Послов.). Собр. Атте лаши çӳрен лаша, ун урапи тăрантас. Яра-к. Хунь орапине косарать (свое твердит). Сред. Юм. Орапи çине ларсан (если будешь делать ему в угоду), лит аван ôлă; хăйне хирĕçтере пуçласан, вара такамран та ôсал. Собр. Усал çынна хăй урапи çине ларса кустарас пулать, теççĕ. НАК. Тӳле луччă пин тенкĕ; тӳлемесессĕн, эпĕ сана урапа туса çӳрĕп, терĕ (я телегу из тебя сделаю и буду на ней ездить). || Подвода с людьми. В. Олг. Он чохне Кошвартан тата пĕр орапа кисе (т. е. Килсе). || олесо. Пшкрт. Ораβа — колесо. Трхбл. Трапу тухса ӳкнĕ. Колесо у тебя соскочило. Иначе, там же, куса-тăран. Шашкар. Эх, мăн-тарăн ĕмĕрĕм! ста кайман, мĕн курман! Козлофкăна çитнĕ, пăраххут курнă, урапи хĕрлĕ! (Так смеются над ядринскими чувашами). К.-Кушки. Малти урапа илтĕм. Купил передние колеса (или: переднее колесо). НАК. Хирĕç пĕр улпут килет виçĕ лашапа, виçĕшĕ те тимĕр-кăвак; хай пĕр малтн урапа çинче анчах, урапи пĕтĕмпех тимĕр, чанкăртатса анчах пырать. Пирĕн патăмăрти чăвашсем киремете: çапла çӳрет, теççĕ. || Воз снопов. Альш. Анара 16-шар, 17-шер, 18-шар урапа ларать, теççĕ (в урожайный год). . Урапинчен 8-шар, 10-шар 12-шер пăт тухать, теççĕ (хлеба). Изамб. Т. Сирте теçеттининче миçе урапа (çĕмел) ларат? || Назв. колес мельницы и оодирки. Изамб. Т. (У мельницы) валăн вăта çĕрне пит пысăк, урапа тăхăнтартнă. Ул урапан хĕрринче шăлсем пур. Якейк. Орапа. Шештĕрнеке çаврать. Орапара отмăл пальтсă (scr. пальццă). См. арман. || Колесо (-а) плуга. || Мера земли. В. Олг. || Прялка. Янтик. Алтатье арлать урапапа!

пĕр мăшăр орапа

велосипед (употреблено за неимением другого выражения). N. Эпĕ конта пĕр мăшăр орапапа çӳреме вĕрентĕм (на велосипеде).

урок

урок. Шигаево. Эпĕ хăш чухне урока каласа кăтартимастăмчĕ те, эпĕ вара шухăшлаттăм: ĕнтĕ, киле кайсан, çывăрмасăрах вĕренĕп, теттĕм. Чуратч. Унтан каçхине, урок пĕтсен, киле кайнă чух, пырса яхрăмăр. N. Эпĕ уроксене вĕренме лартăм, краççын çутсан.

орути

орудие. N. Эпĕ халĕ лаша панче мар, орути панче.

урăм-сурăм

, орăм-сорăм, состояние невменяемости. Шорк. Эпĕ ĕнер хытă ĕçнĕччĕ те, орăм-сорăмпа темскер тунă, астумастăп. || Неприятный человек. Сред. Юм. Урăм-сôрăм тесе кăмăла килмен кирлĕ мар çынна калаççĕ. . Ун пик урăм-сôрăмсем çӳреççĕ-çке осĕм! (напр., о незваных гостях). || Часто указывает на силу стихийного явления. Юрк. Сайра пĕре урăм-сурăм тăвăлсем те пулкаларĕç. IЬ. Сасартăк урăм-сурăм сивĕ тăман пулчĕ. IЬ. Вĕсем кайнă чухне темĕн тĕрлĕ урăм-сурăм тăман пулчĕ. || Бурно, бешено. Сказки и пред. чув. 33. Урăх тĕслĕ пурнăç мар, урăх майлă йĕрке мар: хĕвел ансан тапранать, лăпах çур-çĕрччен пырать. Виле çинчи хуйхă мар, çурла-çава сасси мар, ял варринче янтратать, урăм-сурăм çуй тăвать. IЬ. 74. Хăйĕн савнă хĕрĕшĕн урăм-сурăм туй пуçлать. || Для усиления. СПВВ. Х. «Урăм-сурăм — тоже для усиления» Срв. акăш-макăш. Юрк. Урăм-сурăм чăнкă — весьма крутой. || Нечистый дух. Тюрл. Орăм-сорăм (с̚оры̆м)! мана таптаса вĕлерсе чут каяччĕ, тамаша, тет. || Эй, орăм-сорăм! (брань).

урăх

другой, иной. Шинар-п. (Ядр.). Пĕрре вăл хулана, урăх тĕслĕ тумтир тахăнса, кайнă. Чăв. й. пур. 21. Пӳртне, çуртне те урăх тутарнă (перестроил). Регули 893. Орăхне чĕнсе кил. || Больше, более. Орау. Ăна: урăх килмеçт, тиç (или: вăл урăх килмеçт, тит). Он более не приедет (или: совсем не приедет). Туруново. Хуçа тата каланă: икĕ çĕр тенкĕ парап, урăх памастăп, тенĕ. Юрк. Пире, чăваша, юрат-çке, ӳтет, ку каллех, урăх нимĕн сăмах калама аптăраса. IЬ. Пăртак пĕр-пĕрне пăхса тăрсан, земск. начальн.: урăх ĕç-мĕн çуктăр? тесе ыйтать. IЬ. Пӳртре урăх никам та çук. Я. Турх. Эпĕ сире урăх çырмарăм ĕнтĕ, каçарăрсамах мана. Улмĕрен çырăп. Ч. С. Ах, ан тив, Сергей! урăх килместĕп, урăх килместĕп! (больше не приду!) С. Вăл ал-шăлли йĕпи орăх нимтен те мар. Сир. 102. Ун пек ыр çын çĕр çинче урăх çук та. Рег. 762. Вăл корчĕ пирĕн ăвăннине, çавăнпа орăх ĕçлеме каламарĕ. || Кроме. Шел. И. 63. Кĕлетĕнче вăл çӳпçесенчен урăх нимĕн япала та çук. N. Тула тухасран урăх тăрса ларман. Не вставал с места, кроме как только за нуждой. || В другой раз, еще. Торп-к. Çак улпучĕ, первайхи арăмĕ вилсен, урăх авланнă, тет.

урăхла

(уры̆хла), по-другому, по-иному, иначе, разно. Хып-к. Юлташсемпе лашалла та, урăхла та выляттăмăр. ССО. Шăлт палламан çынсем тĕл пулнă, тумтирĕсем те вĕсенĕн йăлт урăхла пулнă. Альш. Урăхларах, несколько иначе. || На других условиях. N. Эпĕ, урăхла пулсан, тытмап (= тытмастăп). На других условиях я не найму.

урлă

орлă (урлы̆, орлы̆), через, поперек; за, из-за. Юрк. Çулпа пынă чухне, çул çинче пĕр тарăн çырма урлă хывнă кĕпер урлă каçмалла пулать. Скот. леч. 26. Çăварне лайăхрах уçтарасшăн выльхăн чĕлхине кăларса, çăварне урлă патак хыптарма кирлĕ. Бурунд. † Пире çырнă çын ачи инçе те мар, ял урлă. Тайба. † Ама кăвакал пăр урлă, çаврăнасси кӳл урлă; пирĕн савни ял урлă, калаçасси çын урлă. N. Ву (оно) пирĕн ялтан çырма урлă. N. † Эп савнине çын савсан, чунăм епле чăтрĕ-ши? Чăтаймечĕ — çын урлă. Юрк. Вĕсем урлă. N. † Кукăр-макăр юмана касăр-прахăр çул урлă; леш. кассенен хĕрсене кларар-ярăр ял урлă. М. Чолл. Виçĕ патшалăх урлă, пĕр патшан хĕр пур. Т. VI, 65. Ашапатман карчăк килнĕ, Атăл урлă, тинĕс урлă, уй урлă, вăрман урлă. Вĕретĕп, суратăн, тух, куç! Коракыш. Атăл урлă юман касăп, турпасси кунта кисе ӳкĕ. (Салтак хут яни). Ст. Айб. Пирĕн савнă тусăмсем ял урлă, курса калаçасчĕ çын урлă. Ал. цв. 3. Тата эпĕ тинĕс урлă пурăнакан çынна пĕлетĕп, вăл мана çав куçкĕские тупса парĕ. IЬ. Тинĕссем урлă кӳнĕ хаклă йышши таварсем. Регули 1310. Шу орлă ишрĕ. Карта орлă сикрĕ. || Употребл. и в временном значенни. N. Пĕр каç урлă хурала (в караул) каяппăр (через вечер, т. е. раз в два вечера). N. Унтан вара тепĕр каç урлă е ик каç урлă хуçисем патне татах ик-виç пĕçерекен арăмсем пуçтарăнаççĕ, ĕçме-çиме хатĕрлеççĕ. N. Эрне урлă ярах тăр (письма). || Выражает посредство. Н. Карм. Ун урлă (с ним) Сире пит пысăк салам яратăп. || Сред. Юм. Пиччĕш орлă иртеймес-ха çав. Без позволения брата не может делать важного дела. || Поперек (наречие). Чуральк. Шур вăкăрăн тир урлă. (Хурăн). Хора-к. Çын япали орлă выртсан, тăрăх çавăр (= ху ан тив). Ст. Айб. Ахаль тăраччен, урлă выртакана илсе пăрах, теççĕ. (Посл.). Сред. Юм. Орлă выртана тăрăх та çавăрмас (ничего не делает). N. Орлă выртакана тăрăх çавăрса хор, тиççĕ. Янтик. Урлă выртана тăрăх исе хумастăн. (Так говорят про человека, который ничего не делает). Собр. Уйăх çути çап-çутă, урăрсене урлă ан пусăр. || Поперечный. Собр. Айван çыннăн пуртă, аври урлă, теççĕ. Абыз. Хĕрĕх юман айĕнче хĕр вăрласа тухрăмăр, урлă çăка айĕнче ура сырса тухрăмăр. (Мы обулись под липой, склонившейся поперек дороги.) Абыз. || Косой (о ноге косолапого). В. Олг. † Он та ори орлăрах. N. Эпир унпа урлă карăмăр (поссорились). N. Вĕсем урлă карĕç-ха паян.

урлă-тăрăх

вдоль и поперек. Мошков. † Урлă та тăрăх эпĕ çӳрерĕм кĕрепенкке хăмла тупмарăм. Юрк. † Савса утлантăм сарă утма, ялан парлак (перелог) урлă-тăрăх чуптартăм.

уртăн

ортăн, виснуть, повиснуть, свиснуть. П. Патт. 23. Эпĕ вăл патакран уртăнса пырам. Н. Патт., 25. Вăл хулă çинче уртăнса пырса... С Тайба, Буин. у. † Улăхайрăм çӳлĕ эп ту çине, уртăнайрăм уртăш-йывăç çине. Хурамал. Кашта çинчен уртăнса тăрать. Вяснет на шесте. Изамб. Т. Пуслăх (бастрык) çыхнă чухне уртăнаççĕ, ул вара хытă çыхăнать. Питушк. Ортăнса тăрать — налёт. Ч. П. Ан уртăнăр уртăш-йăвăçне сатра улма-йăвăç пур чухне. Ст. Чек. Кун хута выçă тарать ĕнтĕ уртăнса. Пшкрт. Сӳс (водосы) найăркки ортăнса, тăрать (свесилась). Шибач. Çын çине ортăнтăм. Я повесился на человека (сзади).

усен

повидимому, форма род. пад., а иногда (диалект.) имен. Срв. сл. усем. N. Эпĕ пирвай пырса кĕрсен, усен пурте, ура çине тăрса, тайăлаççĕ. IЬ. Пуртех апа мар та, çапах çавăн пеккисен (таких) нумай. IЬ. Клас вăхăтĕнче ачасен пит аван лараççĕ. См. мой «Опыт иссл. чув. синт.», т. II, 268.

уç

оç, открывать, отворять; раскрывать. Ал. цв. 7. Тĕлĕнсе тăрсан-тăрсан, уçса хунă сарлака хапхаран пит аслă карташне кĕрет. О сохр. здор. Кĕпе вĕççĕнех уçса янă чӳрече умĕнче пăртак тăрсан та, нимĕн те пулмĕ. N. † Оничере тил выртать, Китай тотри витĕнсе; Киттай тотрине çил уçать, пирĕн çылăха торă каçарать. N. Ачасем ирех тăраççĕ те, каç пулачченех, шусем уçса, пĕчĕк армансем туса, выляса çӳрсççĕ. Орау. Эпĕ пынă чухне чӳречине уççа тăрачч вăл (открывая окно). Хыпар № 2, 1906. Вĕсем — хута вĕренсе тăн-пуçа уçни анчах çынна пурăнăç çулне уçса, пурăнăç йĕркине кăтартса парса, пурăнма çăмăллатнине пит хытă ăнланса илнĕ. Орау. Масар çинче, вăрăсем вилнĕ çынна пытарнă шăтăксе виçĕ шăтăка уçнă, тит. Воры раскопали три могилы. Н. Якушк. † Хăта хапхи вырăсла, сывлăшпа уçрăмăр, çавра çилпе хупрăмăр. (Свад. п.). М. Васильев. Порăкне усса калать. Лашман. Сăрлă арчан уççи кĕмĕл, уçмасăрах уçăлса тăраçке. Ай-хай, ах та миллай, хамăр савни, курмасăрах кулса тăраçке. Собр. 56°. Шыва уçса ямасăр, арман авăрмасть. (Послов.). N. † Тулса çитнĕ кӳллине уççа яма састуи çук. Тайба Т. Çӳлĕ тусем çннче çил арман, çилсем уçат вĕсен çунатне. Г. Т. Тимоф. Уçа-уçа пăхать. Перелистывает и просматривает (книгу). . Уçа-уçа пырать. Перелистывает. Сред. Юм. Лавкка усас, отпереть лавку. IЬ. Лавкка уçнă. Открыл ставку. Хыпар. 13. 1906. Земствон пуринчен йывăр ĕçĕ вăл, ялта халăх валли кĕнеке вуламалли çурт уçасси. || Поднимать новь. Изамб. Т. Анчах çĕр сахаллине çереме уççа пĕтереççĕ. Рак. Çерем уççа вир акрăм. Изамб. Т. Ку çаранта утă пит лайăхах пулмасть, çавăнпа ăна уçса тырă акас терĕçĕ. || Открываться (кому-нибудь), т. е. открывать свои тайные помыслы. Полтава 54. Çук, эс кала чун уçса (откровенно), калла-малла, ан калаç. IЬ. Чунне уçса калаçать. || Разрешать. Хыпар № 8, 1906. Сутра пур ĕçе те, присяжныйсемпе тĕплесе пĕлсе, тĕрĕс татса уçтăр. || Поставить на ноги (в материальном отношении). Сред. Юм. Эп уçрăм она, хампа пĕрле ертсе çӳресе. Благодаря мне он поправил свою жизнь. || Разъяснить. Орау. Ĕлĕк вăл лăкăр-лăкăр анчах калаçнă, тет, нихçан сăмахне уççа (ясно, понятно) калаçаймаçчĕ, тет. IЬ. Сăмахна чипер каласа, пире ĕçе уççа пар-ха эсĕ. Скажи определенно о деле, толком. || Вырубать (лес). Череп. || Расчищать. Изамб. Т. Малтан итем варрине уçаççĕ (для молотьбы). || Освежать. Сивĕ шыв уçса ярать. Холодная водя освежает. † Альш. Шухăшласа-тĕлĕнсе ларнă чухне, ман шухăшăмсене юрă уçрĕ. || Давать отраду легкость. Тайба. Т. † Пирĕнех те хуйхăлă чĕресене юрă юрласан уçать çавсене. Кĕвĕсем. Пусма кĕпе пит пусать, хăмаç кĕпе пит уçать; тантăш тана килмесен, ĕмĕр хуйхи пит пусать; тантăш тана килсессĕн, ĕмĕр хуйха пит уçать. || Просветить. Янш.-Норв. Эсир ăна илсен (девушку в замужество за сына) вăл сирĕн куçа уçса ямалла: епле унăн таврашĕсем чечен! хăçан вăл хĕрлĕ кепесĕр çӳрени пур? Расчесать. Сборн. Кăтра çӳçлĕ çынна йăс турасăр уçас çук теççĕ. (Пословица). || Раскрыть (т. е. сделать явным). Шурăм-п. № 4. Кам вăрланă пулсан та, Микула турă уçса пар; Ишеке кайсан, çурта лартăн. Киремет, эсĕ те пулин уçса пар. Сана юсман пăтти пĕçерсе, кĕпер айне кайса, лартăп. — Сложные с «уçă» см. уçă, оçă.

уçăл

открыться, раскрыться, раствориться (о двери и пр.). К.-Кушки. Хапха уçăлса кайнипе пĕтĕм выльăх карташĕнчен тухса кайнă. Регули 429. Алăк оçăлнă. Алăк оçах тăрать. N. Кĕнеки çирĕммĕшĕнче уçăлса тăрать. Книга открыта на 20 странице. Орау. Ăна аяларах антарса тунă пулсан, янках уçăлакан пулаччĕ. Если бы ее (форточку) сделали ниже, то она отворялась бы настежь. Альш. † Ут кĕрейми хура вăрман, эпир кĕрсен, уçăлать. Малалла шанчăк пур, çул уçăлчĕ. Теперь есть надежда на будущее — дорога открыта, || Стать откровенным, словоохотливым. Беседа чув. 15. Вăл кăшт кулкала та пуçларĕ, çимĕç пахчисем, вăрмансем епле ӳстермелли çинчен кала-кала пама тытанчĕ; унтан тата ытла та уçăлса кайрĕ. || Просвещаться, развиваться. Хыпар № 30, 1906. Унтан чăвашла кĕнеке туха пуçларĕ. Вара чăвашсем те уçăлнăçемĕн уçăлса пычĕç; халĕ ĕнтĕ, паçăр каланă пек, вырăсран та уйрăм мар. Ст. Айб. Ялан çӳресен, чĕлхе уçăлать, теççĕ. (Послов.). Альш. Хулана кайса, уçăлса килчĕ. IЬ. Вĕренме кайсан, нумай уçăлчĕ. То же в Сред. Юм. || Просвежиться, прогуляться, освежиться. Чаду-к. Пĕрре çав патша майри, тата виçĕ ывăлĕ сата уçăлса çӳреме тухнă. Ядр. Паян айтăр уçăлса çӳреме, ачасем! О заступ. Ачам, тăр та çак çынсемпе йывăç пахчине уçăлса çӳреме тух. Яныши. Пĕр йытă, оя уçăлма тухсан, пĕр кашкăра тĕл пулчĕ, тет. Ст. Чек. Кăшт, кайса, уçăлас-ха (то же, что тула каяс, desidere). Курм. Эсĕ шăва кĕр, кайса, луччĕ уçăлăн. Шибач. Ста каятăн, ачам? тет. — Мĕн, тет, мочи, ста каясси, тет, — тохрăм, тет, оçăлмалла, тет. Якейк. Кĕт, кайса, уçăлса килем. . Уçăлма тохрăм. IЬ. Кĕт тохса уçăлтăм (= просвежился). . Вăсам вăрмана уçăлса çӳреме карĕç. || Поправнться, оклематься. Скотолеч. 5. Хăш чухне лаша выртса кансанах уçăлать. IЬ. Iă. Сивĕ чиртен уçăлсан, лаша нумайччен ӳсĕрет. || Поправляться (в материльном смысле). Тюрл. Ачисем полăшаççĕ, уçла (= уçăла) пуçларĕ çын (поправляться). || Почувствовать отраду, обрадоваться. N. Иван сăмахĕсене илтсессĕн, Лисахвийĕн чунĕ пит уçăлса кайнă. Бюрганы. † Хуйхăрса та тилмĕрсе эпĕ лараттăм, манăн чунăм уçăлчĕ çак юрăпа. || Приводить к определенным результатам. НТЧ. Вара ывăлĕ-мĕн чирлĕ пулсан, амăшĕ-и, ашшĕ-и, пĕр вун-çичĕ пус укçă илет те: юмăç лайăх уçăлтăр, тесе, турра сăх-сăхса, юмăçа тухса каять. Анчах ун пек кун пек япала çинчен çынна каласа нама юрамас, тет: лешне, вĕрелнине, хĕн килет тет. Вĕрекене те аван мар, тет: ĕçĕ уçăлмас, тет. Хорачка. Халап оçăлмасăр епле каяс? Как ехать, раз переговоры еще не кончены? Ч. С. Аннемсем: чухăсем ларсан, юмăç уçăлмасть, теççĕ (гадание не дает результатов). || Понемногу расходиться (разминаться), взять ход. N. Хуллен кайсан, лаша уçăлнăçем уçăлса пырат; çула тухсанах, трук хăвалас пулмасть лашана — пӳлĕнет. Орау. Пĕр уçăлсан, каякан вăл ĕç. Лиха беда — начало (только бы начать, а там дело пойдет). КС. Ĕç уçăлмасть. Дело не идет вперед. || Открываться, становиться ясным, выясняться. СЧЧ. Ку хĕр юмăç çемесенчен пилĕк пуслăх укçа ыйтса илчĕ те, укçа çине пăхса, каларĕ: веç усăлать (уçăлать?), авă унта шыв курăнать, вăл шыв сирĕн акăра шыв тытнине пĕлтерет. Ку ача сирĕн, Сĕнче хĕрринче çӳренĕ чухне, шывран пит хăранă; сирĕн çав шыва мимĕр парас пулать, атту ачăр чĕрĕлеймĕ, терĕ. Б. Олг. Халь, ирлесе, хак оçăлман та, пĕлмелле мар-ха. Теперь, поутру, цена еще не выяснилась, и (ничего) нельзя узнать. || Снова стать чистою (о воде). Çанта, арман ненче, кôрăс хотнă та, кôнта çитиччеи уçăлать поль. || Выздороветь. Могонин. Вăл таçти аптека та çитнĕ, ăста çынсем патне те çитнĕ — ништа та уçăлиман (узы̆λиыман). || Получить способность функционировать. N. Чăвашсем, хăлхасăррисем, чан айне кĕрсе лараççĕ, унпа хăлха уçăлать, теççĕ. БАБ. Пĕр икĕ эрнерен тепĕр юмăç карчăка тӳрлеттертĕмĕр, тет [пригласили лечить, говорят мои родители] те, хай çичĕ çулччен çыхланса тăнă чĕлхем уçăлчĕ, тет. || Вскрыться. Мăн шывсем усăлсан, но вскрытии рек. || Освободиться от чего-либо. Ядр. Кайран, ыйхăран уçăлсан, тумланса, урана çине улăхса ларса, тырă вырма кайрăмăр. || Стать вольготным. N. Ваттисен ĕç пĕтрĕ (они уже пропели свое), çамрăккисен уçăлчĕ: вĕсем те, ваттисене кура, урăхла юрăсем кăшкăрса юрла пуçларĕç.

ут

от, ходить, итти, шагать. Зап. ВНО. Алупа парта, урапа (так!) ут. Ходар. Утимиччен (= утаймиччен) ĕçтерсе ӳсĕртсе ячĕç. Напоили до того, что она не могла ходить. БАБ. Вăсем (дети) пурте çулталăк çурăра утакан пулчĕçĕ (стали ходить), икĕ çул тулса, виççĕмĕш çула кайсан, калаçа пуçларĕç. Орау. Мур тутарри! хытă утса çӳресе, мана вăратрĕ! N. Çапла каланă та, утнă (пошёл) малалла. Утасси пулаймасть манăн. Я не могу ходить. N. Атя киле, упăшкам; атти лаши ула пур, ути-отми çитерет (кое-как довезет). Кан. 28. № 199. Киле сайра хутра-çеç хăй урипе утса тавăрăнать. Редко возвращается он домой на своих ногах (о пьянице). N. Хăй хуланалла утнă. Кратк. расск. 9. Иккĕшĕ те вара утнă ту çинелле. N. Пăхма çывăх та, утма инçе, теççĕ (Послов.). Череп. Эпĕр паян аллă çухрăма яхăн утрăмăр (прошли пешком; кайрăмăр — на лошади или в экипаже). N. Куртăмăр çил çунатлă урхамах; унăн пуçĕ пĕлĕте тивмест, ури çĕре тивмест; утни-юртни сисĕнмест; шыв пек, юхать, çил пек вĕçет. (Туй). Сред. Юм. Инке, ури утнă чух, утмăл витре сăра тунă. Хăр. Паль. 13. Лекĕр аллине сулларĕ те, ута пачĕ (и пошел). Регули 1525. Питĕ сумарччĕ (= сывмарччĕ), отма та полтаримасчĕ. Юрк. Юрĕ, калăп, тет те, ун патĕнчен хуçи патне утса каять. Хăр. Паль,. 24. Утарах парса, хăвса çитрĕ (нагнал). Янорс. Эпĕ, ик çола çитсен, отма та поплеме те пĕлнĕ, теççĕ. N. † Эпир утса тухнă вырăна (где мы прошли) ешĕл курăк шăтса юлмĕ-ши? Панклеи. Йăван патĕнче отса çӳрекен çок, опалянсах çӳреççĕ. Якейк. Çак эпĕр отса пыракан çĕрте (где мы идем) ĕлĕк çăва (кладбище) полнă. IЬ. † Пирн мочйиăн кил-хошши отмăл чалăш кил-хошши; отса çитсе тохсассăн, пирĕн çынах полăттăнч, пирн мочия йорăттăнч. Шибач. Отса каять. Шагом идет. К.-Кушки. Эсир утса каяр (шагом), ан чупăр. Юрк. Пĕре çапла, хулана лаша сутма кайсан, лашине сутсан, шăллĕпе иккĕш хула урамĕпе утса пыраççĕ. N. Отап-отап, тит, ниепле те вăрмантан тохимастăп, тит. Юрк. Ывăлĕ çапла каласан, киле кайма хушсан, амăшĕ те, пăрçа вырма пăрахса, килелле ута пуçлать. N. Мĕн пур çĕртек утан, çӳлтен вĕçен пурте пуçтарăннă, тет. Ал. цв. 5. Малалла утнăçемĕн ун умĕнчи çул аванланса пырать. Сред. Юм. Пит хăвăрт утнăçĕм, хама хыçалтан çын кăçкăрнине те илтмен.

уткала

прохаживаться, орогуливаться, вышагивать; итти шагом. Илебар. † Улăхрăм-кайрăм ту çине, ярăнтăм-антăм (спустился) улăх варне çӳрерĕм-çӳрерĕм уткаласа. Тип-Сир. Ĕлĕк пĕр вырăспă майра уя уткаласа çӳреме тухнă. НАК. Эпĕ вăрмана хамăр ял çулĕне кĕрсе кайрăм та, уткаласа пыратăп (иду себе); йытă умраи чупса пырать. Ст. Яхă-к. Çынсем чиркӳрен кило тавăрăнса пĕтсессĕн, икерчсем çикелесессĕн, ăçта урама тухса, уткаласа çӳрекелеççĕ. Яндобы. Çав вăхăтра упа уткаласа çӳреме тухнă тет.

уттар

оттар, заставлять итти шагом; понукать (лошадь); двигаться вперед; отправиться; ехать или итти шагом. СТИК. Атьăр уттарар-и, чуптарар-и («форма вопроса, но не означает вопроса, а только особая форма»). Изамб. Т. Вĕсем лашисене ялан уттараççĕ. Они все понукают лошадей. Хыпар № 19, 1907. Халăх укçине капла тыткалани хура, халăха ăçталла уттарни халăх пурăнăçĕнчен паллă. Ч. П. Епле уттарам-ши уттине? Актай. Çак йытă кĕтӳçе пĕртте уттармаç (не утруждает ходьбою), тет, хăех йытти выльăхсене пухса çӳрет, тет. Юрк. Чикан ураписем кĕпер урлă каççа кайсан, эпир те: кĕпер урлă каçар, тесе, хамăр лашана уттара пуçларăмăр. Жит. св. Январь. Унăн патĕнче чилай пурăнса, хăйне çул çине малалла каймалăх укçа тусан, унтан тухса, малалла уттарнă. Моштауш. Вĕсем мана корчĕç те, вăрманалла оттара поçларĕç; эпĕ те хыçран оттара поçларăм. Янорс. Эпир вара малалла уттарса карăмăр. Б. Яныши. Çомăр хамăр патарах çитсен, шолтрисам утсене тытрĕç те, килелле оттартăмăр. Изванк. Лашасене уттараччен (перед тем, как тронуться с места), ватăрах çынсем... N. Кĕреçи хуçăкне (изломанную лопату) илсе, килнелле уттара пачĕ, тет (отправился).

утама

тоже, что вут ама? N. Юмăçсем ачапа ак çапла каласа тĕтĕреççĕ. Ырă утама вĕр-кăлар. Эпĕ вĕрместĕп, эпĕ сурмастăп; Атăл йĕрĕнчен килнĕ, тет. Сăр йĕрĕнчен килнĕ, тет. Кутĕнче пĕр тĕк, тет, çăварĕнче пĕр шал, тет; çав вĕрет, çав сурать. Квак куç, тух! хăмăр куç, тух! хура куç, тух! еtс. (Слова этого заклинания, повидимому, сильно искажены).

утаман

отаман (удаман, одаман), атаман, вожак, главный. В. Ом. Йĕрĕх полнă перĕн ялта ватти, отаманĕ. Ялĕпех йĕрĕх полнă, пĕри полнă отаманĕ. Кожар. (Асак. в., Ядр. у.). Пӳртре вун иккĕн лараççĕ, пĕри отаманĕ. Шел. 165. Эпĕ Упа-Утаман, ик урапа утакан. См. Паас. 195. Истор. 25. Ермак Тимофеевич касаксен утаманĕ пулнă. Сятра. Усал кĕрсе кайсан, утаманне (главному своему) калать, тет: эпĕ аран çĕклесе çавăрăнтăм. К.-Кушки. Вăл мĕн пур ача-пăчан утаманĕ пулса çӳрет. Он верховодит всеми ребятами. См. Ел-кӳл. || Личн. яз. имя мужч. Рекеев, Н. Седяк. «Ик утаман терт, кутна çавăрса çырт». Утаман — атаман. Щухăшлан ĕç пулаймасан, калаççĕ çапла.

уччилник

училище. Юрк. Эпĕ тăххăрта чухне, мана уччилнике çырма тесе, кăлавасем аттене чĕнтерчĕçĕ. . Ак ку та уччилникре çӳрерĕ. Хутпа çырмалли пулсан, вăл та çырĕ. Ч. П. Уччилник чӳречи. N. Пĕрре ачасем юрте уччилнике вĕренме кайнă. Ч. С. Эпĕ саккăра çитсен, уччилнике кайрăм.

ух

восклицание. Ч. С. Ĕçеççĕ-ĕçеççĕ те, ух! юрлама тытăнаççĕ. Ч.П. Ан хăратсам, тăванăм, ух! тесе. N. Ух! терĕ ман Анттон. — Ме, Анттон терĕм эпĕ. СТИК. «Ух — произносят, когда перельют в посуду воду, или молоко, или вообще какую жидкость». Эльбарус. Ух! теппĕр: пирĕн пĕчик праххот кая-ать! тесе, хыçăнчен чопаппăр. N. «Ух! — при испуге». N. † Ух, ух! тесе, сиктернĕ чух эпĕ аван пултăм-и? Разве я была тогда хороша, когда ты качал меня, приговаривая: «ух, ух»? N. † Ух! петра, кăтра ву! (припев?). Альш. † Сирĕн анăрсем çине кайăк ларнă; эпир ăна калăпăр: ух! тесе. N. † Сар чечек тăрринче сар-кайăк, ан хăратсам, тантăш: ух! тесе. Образцы 110. Ух! ух! тесе сиктернĕ çух эпĕ аван пултăм-и? Ӳссе пĕвĕм çитсессĕн, эпĕ усал пултăм-им?

ухмах

охмах, глупый; дурак. Юрк. Ухмах япала, кам валли унта ывăтатăн? пĕр-пĕр начар пурăнакан тăнанашăн пулĕ! Хăй умĕнче исправник тăнипе курсан, тĕлĕнсе, ун çине ухмах пек пăхса тăрать. . Ухмах япала! Сирĕн манран ыйтас пулаччĕ, эпĕ сире аш та панă путăттăм, тет хуçи: куратăн туша (тушу овцы) хӳме урлă ывăтса каçараймастăп. Т. М. Матв. Тĕллĕ, тĕллĕ тĕл ухмах, тĕлне пĕмен хăй ухмах. Б. 13. Ухмах хурапа шурра палламан. (Послов.). Никит. † Вĕтрен ухмах, хăй ухмах, карта çӳлли хăй ӳсет. IЬ. † Макçăм — ухмах, хай ухмах, четвĕрт эрех хăй илет. Улюн ухмах, хăй ухмах, куршак сăра хăй лартать. Хир-пось. Çакна ман пек ухмах çын та пĕлмелле. На что я дурак, и то это пойму. С. И. Ухмахăн курăнса çӳре. N. Пурте калаççĕ: ухмахăн пĕр ăç, теççĕ. Собр. Ухмах кутне тукмак кĕнĕ. (Послов.). Актай. Пĕр ухмаха пиллĕкĕн туртса кăларăн. (Шăма т...ак кăларни). Коракыш. Эсĕ ухмах пулнă (сглупил), санăн: çантăлăк усал, тесе, калас пулатьчĕ. || Глупость. N. Хам охмах пирки (хам охмах тăрăх) çапла полтăм еп. Это случилось (сталось) со мною из-аа моей собственной глупостп. || Иногда употр. в качестве присловья, для выражения изумления, соединенного с испугом. И. П. Т. Епле ăна кларас, кам пырса тытасси пур-ха? Унăн чунĕ те масар çинчех те, тем ухмах, пырса тытакана çавăнтах пăвса вĕлерĕ! (Питĕркке шăтăкĕ). Сред. Юм. Эпир ôлăха антăмăр та, ах тор, пире хăваларĕç (гнались) çав, охмах! (ă выговаривается протяжно). IЬ. «Õхмах» показывает испуг и в то же время удивление. Изамб. Т. Ул инçе çулта тем курăн, ухмах. СТИК. Ухмах. Вăт ухмах, çавăнта карăм та, чут шаккаса пăрахаччĕç; ухмах... çавăнтах пуçтарса хурĕç. (Ухмах здесь значения не имеет, употр. как присловье).

ухмахла

, охмахла, сдуру, по глупости; против своей воли. Сказки и пред. чув. 12. Эпĕ кум тăвас сăмаха пĕтĕм-ятăм ухмахла.

ушкăн

ошкăн, толпа, группа, стая. Изамб. Т. Хам çумри укçа çак сирĕн ушкăна (толпу) илме çитет. N. Çавăнтах тата пĕр çаран урлă урăх ушкăнсем пулнă. Çав ушкăнтн пĕр ачи эпир унта выртнине пĕлнĕ те, пире хăратма пынă. Бес. чув. 1. Кăшт тăрсан, çак ушкăн иртсе кайнă çулпах тепĕр ушкăн лав хăпармалла пулчĕ. IЬ. Акă ĕнтĕ у... ялĕ чиркĕвĕ умĕнчен ер ушкăн иртсе кайрĕ, вăл, кĕпер çине анса, тăвалла хăпара пуçларĕ. Ч. П. Хĕр ушкăнĕ. Беседы и шутки. Çавă ырă çынсем ушкăнĕ пур инкек-синкек лекнĕ çынсене пулăшса тăрать. Янтик. † Ушкăн-кăна ушкăн тупăлха, чăн хĕррине эпир касрăмăр; ушкăн-кăна ушкăн сарă хĕр, чăн саррине эп илтĕм. Альш. Ларать пĕр ушкăн вăрман. || Общеетво, часть общества. Мошк. † Çак ял ушкăнче (в этой деревне) çӳрерĕм, сирĕн пек ыр çынсем тупмарăм. || Компания. Ч. С. Ачасем пурте тăрсан (проснулись), Тимахви старик: ах турă, ачасем, эпĕ пит хăрушă тĕлĕк куртăм: кĕçĕр эпир, çак хамăр ушкăнрисем, пурте пĕрле пулса, пĕр пĕчĕкçĕ юман касрăмăр, ахăр ялта кам-та-пулин вилет пулĕ, терĕ. || Артель. N. Выçă аптăранă çынсем ушкăнĕ-ушкăнĕпе (артелями) ыйткаласа çӳреччĕç. || Селение, часть селения. НАК. Пирĕн патăмăрта Аты-касси ятлă виçĕ ял пур: пĕрине, хушăран вырăссем пурăннăран, Вырăсла-Ушкăн-Аты-касси теççĕ, тепĕрине Кив-Ушкăн-Аты-касси теççĕ, виççĕмĕшне, пирĕн яла, Çĕнĕ-Ушкăн-Аты-касси теççĕ. N. Анатри ушкăн, тури ушкăн (назв. концов деревни = кас). || Связка. N. Вăл тăрать та — кăмака çине хăйă ушкăнĕ çыхса хунă, тет, — çавна илет те, сăкманпа чĕркесе, хăй выранĕ çине выртарать. Изамб. Т. Мăлтан ушкăн-ушкăнпа пит хытă (туго) çыхаççĕ (липовую кору). || Раз. N. Анне пире тепĕр ушкăн пăхрĕ те, виçĕ хут вăрăммăи сывласа ячĕ те, унăн сывлăшĕ тухса карĕ. Ст. Чек. Унтан виçшер витре вара виç ушкăн сапаççĕ. || Прием (раз). КС., И.П.Т. Малтан пĕр ушкăн ярса силленмесен, татах вара: çырлах! пил ту! çырлах! Пил ту! тесе, каллах çурăм тăрăх хăлхи шăтăксе ярать. (Уй чӳкĕ. Юрк. Икĕ тăшмăнсем пĕр ушкăн вăрççа илчĕç. || Часть. Толстой. Унăн (у нее) пĕр ушкăн пырши йăтăнса тухса, типĕ çулçăсем тăрăх сĕтĕрĕнсе пырать. || Время (от времени). Белая Гора † И, ушкăн та ушкăн ăш çунать; хăш вăхăта çитсен сӳнĕ-ши? Альш. † Хамăр тăван аса килсессĕн, ушкăн-ушкăн куç-çулĕ юхать-çке. || Кучка. N. Вăл ял патĕнче пĕр ушкăн çăка йывăçĕсем ӳсеççĕ. || Вереница. Дик. Леб. 42. Сасартăк вĕсенчен карап ушкăнĕ пулать-тăрать (они обратились в корабли).

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

безграничный

прил., безгранично нареч.
1. (син. безбрежный; ант. ограниченный) чикĕсĕр, вĕçĕ-хĕррисĕр; безграничный космос вĕçĕ-хĕррисĕр тĕнче уçлăхĕ
2. (син. чрезвычайный, безмерный) вĕçĕмсĕр, майсăр, çав тери (пысăк, вăйлă); я безгранично рад видеть тебя эпĕ сана курма çав тери хавас

бессильный

прил. (син. слабый; ант. сильный), бессильно нареч.
вăйсăр, хевтесĕр, халсăр, вăй-халсăр; бессильно опустить руки алла халсăррăн ус; я бессилен помочь вам эпĕ сире пулăшма пултараймастăп

больше

1. прил. (сравн. ст. к большой) пысăкрах, мăнăрах, аслăрах; наше село больше вашего пирĕн ял сирĕннинчен пысăкрах
2. нареч. (сравн. ст. к много) ытларах, нумайрах; мы заработали больше вас эпир сирĕнтен ытларах ĕçлесе илтĕмĕр
3. нареч. ытла, ытларах; ждать больше часа сехет ытла кĕт
4. нареч. (син. далее, впредь) тек, урăх, малашне; больше я его не видел тек эпĕ ăна курман ♦ больше того вводн. сл. унтан та ытларах

бояться

глаг. несов.
1. кого-чего и с неопр. ф. (син. страшиться, трусить, путаться) хăра; бояться собаки йытăран хăра; я не боюсь их эпĕ вĕсенчен хăрамастăп
2. чего и с неопр. ф. (син. спасаться, остерегаться) хăра, шиклен, асăрхан; я боюсь опоздать на поезд эпĕ поезда ĕлкĕреймесрен шикленетĕп
3. 1 и 2 л. не употр., чего хăра, ан чăт, ан тӳс; эти цветы боятся мороза ку чечексем сивве тӳсеймеççĕ ♦ Волков бояться — в лес не ходить посл. Кашкăртан хăрасан вăрмана каймалли çук

браться

глаг. несов. (сов. взяться)
1. за что (син. хвататься) тыт, тытăн, тытăç; ярса тыт; браться за руки алла-аллăн тытăн; браться за ручку двери алăк хăлăпне ярса тыт
2. за что (син. приниматься, начинать) тытăн, пикен, пуçла; браться за учёбу вĕренме пикен; браться за книгу кĕнеке вулама пуçла
3. за что и с неопр. ф. (син. обязываться) тума пул, сăмах пар; я берусь помочь вам эпĕ сире пулăшма пулатăп
4. (син. появляться, возникать) тух, тупăн; Откуда у него деньги берутся? Ăçтан тупăнать-ши унăн укçа? ♦ браться за ум ăса кĕр, тăнлан

бывать

глаг. несов.
1. 1 и 2 л. не употр. (син. случаться, происходить) пул, пулса ирт; в жизни всякое бывает пурнăçра тем те пулать; Не бывать этому! Кун пек пулмĕ!
2. пул, пулкала; пырса çӳре, çитсе кур; я часто бываю у них эпĕ вĕсем патĕнче час-часах пулатăп ♦ как ни в чём не бывало хăнк та мар; Бывайте здоровы! Сывă пулăр! (уйрăлнă чухне ырă сунни)

быстрый

прил. (син. скорый; ант. медленный), быстро нареч.
хăвăрт, васкавлă, час; быстрая речь хăвăрт пуплев, васкаса калаçни; быстрее всех пуринчен те хăвăртрах; я быстро приду эпĕ часах килетĕп; здесь течение очень быстрое кунта шыв питĕ хăвăрт юхать

быть

глаг. несов.
1. (син. существовать, иметься); пул, пур; у нас есть собака пирĕн йытă пур; не было свободного времени ерçӳ пулмарĕ
2. (син. присутствовать, находиться; ант. отсутствовать) пул (ăçта та пулин); Я целый день был в школе Эпĕ кунĕпех шкулта пулнă; Ты будешь завтра дома? Эсĕ ыран килте пулатăн-и?
3. (син. происходить, случаться) пул, пулса ирт; это было давно ку вăл тахçанах пулнă; вчера была ясная погода ĕнер çанталăк уярччĕ
4. употр. как часть составного сказуемого: самолёт был сбит самолёта персе антарнă; мы будем играть в шашки эпир шашкăлла выльăпăр ♦ была не была, будь что будет мĕн пулин пулать; кто бы то ни был кам пулсан та; что бы то ни было мĕн пулсан та

весь

местоим. определит.
1. (син. полный, целиком) пĕтĕм, пур, мĕн пур, йăлт; изо всех сил пĕтĕм вăйран; со всех сторон пур енчен те; я всё понял эпĕ йăлтах ăнлантăм
2. в знач.сущ. всё (всего) сред. пурте, йăлт, пур пекки; это лучше всего ку вăл пуринчен те лайахрах; он остался без всего вăл нимсĕрех тăрса юлчĕ
3. все (всех) пурте; мы все эпир пурте, пурсăмăр та; вы все эсир пурте, пурсăр та; бежать быстрее всех пуринчен те хăвăртрах чуп
4. в знач. сказ. (син. кончено, нет) пĕтнĕ, çук; у меня деньги всё манăн укçа пĕтнĕ ♦ всё равно пур пĕрех; весь в отца каснă лартнă ашшĕ; Всего хорошего! Сывă пулăр!

видеть

глаг. несов.
1. кур, куçпа кур; он плохо видит вăл япăх курать; совы видят ночью тăманасем çĕрле кураççĕ
2. кого (син. встречаться) кур, курнăç, тĕл пул; вчера я видел друга ĕнер эпĕ юлташа тĕл пултăм
3. что (син. испытывать) тӳссе кур; он многое видел на своём веку вăл хăй ĕмĕрĕнче тем те тӳссе курнă
4. что (син. сознавать) кур, ăнлан; я вижу свою ошибку эпĕ хамăн йăнăша ăнланатăп
5. видишь, видите вводн. сл. куратăн-и, куратăр-и, имĕш; он, видите ли, тогда болел вăл ун чухне чирленĕ имĕш

виноватый

прил. (ант. невиновный), виновато нареч.
айăплă; я не виноват эпĕ айăплă мар; он виновато улыбался вăл айăплăн кулкаланă

вместо

предлог с род. п. (син. взамен)
вырăнне; я пойду вместо тебя эпĕ сан вырăнна кайăп ♦ вместо того чтобы -ас (-ес) вырăнне; Вместо того чтобы болтаться по улице, делал бы ты уроки! Урамра çапкаланса çӳрес вырăнне урок тăвасчĕ санăн!

вовсе

нареч. (син. совсем, совершенно)
пачах, вуçех; кăшт та; я вовсе не хотел его обидеть эпĕ пачах та ăна кӳрентерес темен

вообразить

глаг. сов.
1. кого-что (син. представить) ăса вĕçтер, ăсра сăнарла, ăсра ӳкер; я вообразил морской берег эпĕ ăсра тинĕс çыранне ӳкертĕм
2. кого кем-чем и с союз ом «что» (син. предположить, счесть) шутла, туй, сĕмлен; он вообразил себя талантливым поэтом вăл хăйне пултарулла сăвăç тесе шутлать

вообще

нареч.
1. (син. обобщённо) пĕтĕмĕшле, пĕтĕммĕн; вообще это верно пĕтĕмĕшле ку тĕрĕс; я говорю о нас вообще эпĕ хамăр çинчен пĕтĕммĕн калатăп
2. (син. совершенно) пачах, вуçех; у меня вообще нет денег манăн укçа вуçех çук

вот

частица
1. указывает на происходящее поблизости ак, акă; вот наш дом акă пирĕн çурт; мы пойдём вот здесь эпир ак çакăнтан каятпăр
2. подчеркивает значимость того, о чем говорится ак, акă, вăт; Вот что я тебе скажу Акă мĕн калатăп эпĕ сана; Вот ты как! Вăт мĕнлерех эсĕ! ♦ Вот тебе на! Ак япала!; Вот ещё! Тата мĕн! (хирĕçлесе калани); Вот оно как! Акă епле иккен!

вот-вот

1. нареч. (син. скоро, сейчас) кĕç-вĕç, часах; он вот-вот придёт вал кĕç-вĕç килет
2. частица, выражает подтверждение (син. именно) чăн та, шăпах, çапла; Вот-вот, об этом и я говорю! Çапла, эпĕ те çавнах калатăп!

впервые

нареч.
пуçласа, пĕрремĕш хут; я приехал сюда впервые эпĕ кунта пĕрремĕш хут килтĕм

вполне

нареч. (син. совершенно)
пĕтĕмпех, йăлтах; я вполне с тобой согласен эпĕ санпа пĕтĕмпех килĕшетĕп

впрочем

1. союз (син. но, однако) анчах, çапах та; Вещь хорошая, впрочем за такую цену можно и лучше найти Япали аван, анчах ку хакпа лайăхраххи те тупма пулать
2. вводн. сл. тепĕр тесен; Впрочем, я не настаиваю, решай сам Тепĕр тесен, эпĕ çине тăмастăп, ху пĕлнĕ пек ту

всё-таки

1. частица, подчеркивает противопоставление мĕнле пулсан та, çапах та; Может быть, ты согласишься всё-таки? Тен, эсĕ килĕшетĕн çапах та?
2. союз (син. несмотря) пулин те; Сапоги дорогие, и всё-таки я их куплю Атă хаклă пулин те эпĕ ăна туянатăп

вспомнить

глаг. сов. (ант. забыть)
аса ил, асăн; вспомнить детство ачалăха аса ил; я вспомнил, что надо позвонить эпĕ телефонпа шăнкăравламалли çинчен аса илтĕм

где

1. нареч. и союзн. сл. ăçта; Где вы провели лето? Эсир çулла ăçта пултăр?; город, где я живу эпĕ пурăнакан хула
2. частица, выражает отрицание, сомнение: Хорошо отдохнули? — Где там! Аван кантăри? — Мĕн аванни унта!

глубокий

прил., глубоко нареч.
1. (ант. мелкий) тарăн; глубокий колодец тарăн çăл; глубоко нырнуть тарăна чăм
2. (син. отдалённый) инçетри, аякри; в глубоком тылу фронтран инçетре
3. (син. сильный) пысăк, вăйлă, çирĕп; хытă, питĕ; глубокий ум пысăк ăс; я его глубоко уважаю эпĕ ăна питĕ хисеплетĕп ♦ хранить в глубокой тайне вăрттăн упра, ан пĕлтер; в глубокой старости ватăлса çитсен

говорить

глаг. несов.
1. калаç, пупле; ребёнок начал говорить ача калаçма пуçларĕ; мы учимся говорить по-чувашски эпир чăвашла калаçма вĕренетпĕр
2. (син. разговаривать) калаç, пуплеш, сăмахла; говорить с товарищами юлташсемпе пуплеш; говорить по телефону телефонпа калаç
3. (син. свидетельствовать) кала, пĕлтер, кăтарт; этот факт говорит о его честности ку тĕслĕх вăл тӳрĕ кăмăллă пулнине катартать
3. (син. сообщать) кала, те; дети говорят, что хотят есть ачасем çиес килет теççĕ; я говорю правду эпĕ чăннине калатăп ♦ короче говоря кĕскен каласан; откровенно говоря тӳррипе каласан; иначе говоря урăхла каласан; И не говори!, Что и говорить! Ан та кала! (килĕшнине çирĕплетсе калани)

даль

сущ.жен., множ. дали
инçе, инçет; Я не поеду в такую даль Эпĕ ун пек инçете каймастăп

дать

глаг. сов.
1. кого-что кому (син. вручить; ант. взять, принять) пар, тыттар; дать в руки алăран тыттар; дать книгу кĕнеке пар; дать взаймы денег кивçен укçа пар; Сколько дадите за шапку? Çĕлĕкшĕн мĕн хак паратăр?
2. что или с неопр. ф. кому (син. предоставить) пар, туянтар; дать работу ĕç пар, ĕçе ил; дать образование пĕлӳ туянтар, вĕрентсе кăлар; дать покой канăç пар
3. что кому (син. доставить) кӳр, пар; поля дают богатый урожай уй-хир пысăк тухăç кӳрет
4. (син. ударить, стукнуть) çап, тиверт, тыттарса яр; дать по голове пуçран çап
5. что (син. провести) пар, ирттер, йĕркеле; дать концерт концерт ирттер
6. в сочетании с сущ. выражает действие по его значению: дать согласие килĕш; дать звонок шăнкăравла; дать трещину çурăлса кай; дать начало пуçарса яр; дать поручение хуш ♦ дать знать хыпар яр; пĕлтер; дать слово сăмах пар, тума пул; ни дать ни взять каснă лартнă, пĕр пекех; Я тебе дам! Парап ак эпĕ сана! (юнаса калани); Ему не дашь шестидесяти Вăл утмăлта тесе каламăн; Дай-ка я пойду к нему! Ун патне каям-ха!

действительный

прил.
1. (син. настоящий, подлинный) чăн пур, чăннипе пулнă; действительный факт из жизни пурнăçра чăн пулни
2. вăйра таракан; справка действительна в течение месяца справка пĕр уйах хушши вăйра тăрать
3. действительно нареч. чăн, чăнах та, чăннипех; он действительно болен вăл чăнах та чирлĕ
4. действительно вводн. сл., выражает уверенность чăн та, чăнах та; я, действительно, там не был эпĕ чăнах та унта пулман ♦ действительный залог глагола глаголан тĕп залогĕ; действительный член академии академин тĕп членĕ

дело

сущ.сред.; множ. дела
1. (син. работа, деятельность) ĕç, ĕç-хĕл, ĕç-пуç; домашние дела килти ĕç-пуç; ездить по делам службы хĕсмет ĕçĕпе çӳре; сидеть без дела ĕçсĕр лар
2. (син. специальность) ĕç, професси; военное дело çар ĕçĕ; он хорошо знает своё дело вăл хăйĕн ĕçне лайăх пĕлет
3. (син. надобность, нужда) ĕç, ыйту, йӳтĕм; Я пришёл к вам по важному делу Эпĕ сирĕн пата кирлĕ ыйтупа килтĕм
4. (син. процесс) ĕç (судра пăхмалли); уголовное дело уголовлă ĕç; возбудить дело в суде судра ĕç пуçар ♦ первым делом чи малтанах; между делом ерçнĕ хушăра; это другое дело ку пачах урăх япала; пустить в дело ĕçе яр; то и дело çине-çинех; дело твоё хаван ирĕкӳ; на самом деле тĕрĕссипе; Как дела? Мĕнле пурăнатăр?; В чём дело? Мĕн пулнă?; Это не ваше дело Ку сирĕн ĕç мар; Какое вам дело? Сире мĕн ĕç?

доверять

глаг. несов.
1. кого-что кому или с неопр. ф. (син. поручать) шанса пар; нельзя доверять вещи незнакомым людям палламан çынсене япала шанса пама юрамасть
2. кому (син. полагаться) шан, шанăçлă пул; я ему полностью доверяю эпĕ ăна пĕтĕмпех шанатăп

довольный

прил., довольно нареч.
1. кăмăлла, хавас, тулли кăмăлла; я доволен своей работой эпĕ хамăн ĕçпе кăмăлла, манăн ĕç мана килĕшет; он довольно улыбается вăл кăмăллăн кулкалать
2. довольно в знач. сказ., кого-чего и с неопр. ф. (син. достаточно) çитĕ, çитет; Довольно спорить! Çитĕ тавлашса!
3. довольно нареч. (син. порядочно) самаях; прошло уже довольно времени вăхăт самаях иртрĕ

донестись

глаг. сов.
1. 1 и 2 л. не употр. (син. достигнуть) çит, килсе çит; илтĕнсе кай; издалека донеслись звуки гармони инçетрен купăс сасси илтĕнсе кайрĕ; до нас донёсся слух пирĕн пата сас-хура çитрĕ
2. (син. домчаться) чупса çит, вĕçтерсе çит; я вмиг донесусь туда на велосипеде эпĕ унта велосипедпа часах вĕçтерсе çитетĕп

дремота

сущ.жен.
тĕлĕрӳ, ыйхăлав; тĕлĕрни, ыйхăлани, сĕнксе ларни, кăтăш пулни; меня охватила дремота эпĕ кăтăш пулнă

думать

глаг. несов.
1. о ком-чем (син. размышлять) шухăшла; думать о предстоящих экзаменах çитес экзаменсем çинчен шухăшла; не долго думая нумай шухăшласа тăмасăр
2. (син. полагать) шутла; Как ты думаешь? Эсĕ мĕнле шутлатăн?
3. с неопр. ф. (син. намереваться, хотеть) шутла, шут тыт; -ас (-ес) те; -шăн (-шĕн) пул; Я думаю приобрести автомобиль Эпĕ автомобиль туянас тетĕп

его

местоим.
1. личн. (род., вин. п. от он, оно) ăна; мы его не знаем эпир ăна пĕлместпĕр
2. притяжат. унăн, ун; я учусь с его братом эпĕ унăн пиччĕшĕпе пĕрле вĕренетĕп

жалеть

глаг. несов.
1. кого (син. сострадать) хĕрхен, шелле; жалеть сироту тăлăх ачана шелле
2. о ком-чем, чего с союз ом«что» (син. печалиться) кулян, пăшăрхан, ӳкĕн; я не жалею о прошлом эпĕ иртнишĕн кулянмастăп
3. кого-что и чего (син. беречь) хĕрхен, уя, шелле; не жалеть денег укçана хĕрхенсе ан тăр; трудиться не жалея сил вăя шеллемесĕр ĕçле

жаловаться

глаг.
ӳпкеле, ӳпкелеш; я не жалуюсь на здоровье эпĕ сывлăх пирки ӳпкелешместĕп

жаль

1. в знач. сказ., кого-что шел, шеллес килет, хĕрхенес килет; мне жаль его манăн ăна хĕрхенес килет
2. в знач. сказ., с союзами «что», «если» (син. досадно) хĕрхенмелле, кулянмалла, пăшăрханмалла; жаль, что он не пришёл вăл килменнишĕн пăшăрханмалла
4. вводн. сл. шел; Я бы пошёл с вами, да жаль, времени нет Эпĕ сирĕнпе пырăттăм та, шел, вăхăт çук

же

1. союз противительный (син. а) вара; я уезжаю, товарищ же остаётся эпĕ каятăп, ман юлташ вара юлать
2. частица усилительная ĕнтĕ, вара; -çке, -иç, -ха; Дайте же мне сказать! Мана калама парăр-ха!
3. частица, выражает тождество -ах (ех); он остался там же вăл çавăнтах юлчĕ

забросить

глаг. сов.
1. (син. закинуть) пер, ывăт, ывăтса яр, персе кĕрт; забросить шайбу в ворота хапхана шайба çапса кĕрт; далеко забросить гранату гранатăна инçете пер
2. (син. оставить) пăрах, сивĕн, пис; забросить учёбу вĕренме пăрах
3. (син. послать) яр, çитер; забросить разведчика во вражеский тыл разведчика тăшман тылне яр
глаг. сов.
1. кого-что, о ком-чем (ант. вспомнить) ман, манса кай, манăç ту; забыл сказать тебе сана калама маннă; забудем о прошлом иртнине манăç тăвар
2. кого-что (син. оставить) манса хăвар, пăрахса хăвар; я забыл где-то варежки эпĕ таçта алсише манса хăварнă

зависеть

глаг. несов.
пăхăнса тăр; -ран (-рен) кил; урожай зависит от погоды тыр-пул тухăçĕ çанталăкран килет; я ни от кого не завишу эпĕ никама та пăхăнса тăмастăп

завод

сущ.муж.
завод; тракторный завод трактор завочĕ; дирекция завода завод дирекцийĕ; я работаю на заводе эпĕ заводра ĕçлетĕп

заметить

глаг. сов.
1. кого-что и с союзом «что» (син. увидеть) асăрха, кур; заметить ошибку йăнăша кур; я заметил, что он устал эпĕ вăл ывăннине асăрхарăм
2. кого-что (син. запомнить) астуса юл, асра хăвар; заметить нужное место кирлĕ вырăна астуса юл
3. (син. сказать) кала, сăмах хуш; заметить кстати сăмах май кала; Это ты верно заметил! Эсĕ куна тĕрĕс каларăн!

занять

2. глаг. сов.
1. что вырнаç, шăнăç, йышăн; вещи заняли весь шкаф япаласем пĕтĕм шкапа йышăнчĕç
2. (син. расположиться) вырнаç, йышăн; занять место в вагоне вагонра вырăн йышăнса хур
3. кого (син. заинтересовать) кăсăклантар; он занят только собой вăл хăй çинчен кăна шухăшлать
4. кого ĕç хуш, ĕç пар; явăçтар, хутшăнтар; занять детей игрой ачасене вăййа явăçтар ♦ занять первое место пĕрремĕш вырăн йышăн (ăмăртура); занять город хулана ярса ил; я занят эпĕ ерçместĕп, ман вăхăт çук

запомнить

глаг. сов. (ант. забыть)
асту, астуса юл, асра хăвар; я запомню этот день надолго эпĕ çак куна нумайлăха асра хăварăп

заснуть

глаг. сов. (ант. проснуться)
çывăрса кай, ыйха пут; я никак не мог заснуть эпĕ ниепле те çывăрса каяймарăм

злиться

глаг. несов.
çиллен, тарăх, вĕчĕх; я не злюсь на тебя эпĕ сана çилленместĕп

знакомый

прил.
1. кому (син. известный) палланă, паллакан, пĕлекен; знакомый человек палланă çын; знакомая мне улица эпĕ пĕлекен урам
2. с чем (син. знающий) пĕлекен, ăнкаракан, чухлакан; он знаком со слесарным делом вăл слесарь ĕçне чухлать
3. знакомый сущ.муж., знакомая жен. пĕлĕш, палланă çын; мы отправились в лес со знакомыми эпир пĕлĕшсемпе пĕрле вăрмана кайрăмăр

знать

глаг. несов.
1. пĕл, ăнлан, ăнкар; я знаю об этом эпĕ кун çинчен пĕлетĕп; знать физику физикăна ăнкар; он не даёт знать о себе вал хăй çинчен хыпар ямасть
2. обычно с отриц., что (син. испытывать, переживать) пĕл, туй, ăнлан; не знает покоя канăç курмасть, канăçа çухатнă; не знать колебаний иккĕленсе ан тăр; не знает усталости ывăнма пĕлмест, ывăннине туймасть ♦ знать не знаю нимĕн тс пĕлместĕп; как знаешь хăвăн кăмăлу, хăвăнне ху пĕл; кто его знает кам пĕлет ăна, темле; знать меру виçине пĕл, йĕркеллĕ пул

идти

глаг. несов.
1. (син. шагать) ут, кай, пыр, кил; идти пешком çуран ут; я иду домой эпĕ киле каятăп
2. (син. двигаться) куç, шуç; кил, кай, пыр; поезд идёт сюда поезд кунта килет; лодка идёт под парусом кимĕ парăспа ишсе пырать
3. 1 и 2 л. не употр. ирт, пулса пыр; время идёт быстро вăхăт хăвăрт иртет; дело идёт плохо ĕç начар пулса пырать
4. 1 и 2 л. не употр. (син. падать) çу, ӳк; целый день идёт дождь кунĕпе çумăр çăвать
5. 1 и 2 л. не употр. (син. исходить) тух, палка; из трубы идёт дым мăрьерен тĕтĕм тухать
6. (син. отправляться) кай; идти в бой çапăçма кай; дети идут гулять ачасем уçăлма каяççĕ
7. кому (син. подходить) килĕш, пыр, юра; платье очень идёт девушке кĕпе хĕре питĕ килĕшет.
8. 1 и 2 л. не употр.(син. приближаться) çывхар, кил, çитсе пыр; идёт гроза аслатиллĕ çумăр çывхарса килет
9. 1 и 2 л. не употр. (син. пролегать) вырт, ирт; дорога идёт через лес çул вăрман витĕр выртать
10. 1 и 2 л. не употр. (син. расходоваться, использоваться) кай; на платье идёт три метра ткани кĕпе çĕлеме виçĕ метр пусма каять ♦ сон не идёт ыйхă килмест; часы идут точно сехет тĕрĕс çӳрет; идти в рост ӳссе кай; идти на убыль чакса пыр; товар идёт хорошо тавар лайăх сутăнать; ребёнку идёт пятый год ача пиллĕке кайнă; в театре идёт опера театрта опера кăтартаççĕ; рыба хорошо идёт утром пулă ирхине лайăх кĕрет

издавна

нареч.
тахçантанпа, ĕлĕкренпе; я знаю его издавна эпĕ ăна тахçантанпах пĕлетĕп

издеваться

глаг. несов.
мăшкăлла, машкал ту, хур ту; Я не позволю издеваться над собой! Эпĕ хамран мăшкăллама памастăп!

или

союз (син. либо)
1. разделительный е; …-е; сегодня или завтра паян е ыран; или я, или ты е эпĕ, е эсĕ
2. противительный унсăрăн; Перестань, или я выгоню тебя! Чарăн, унсăрăн эпĕ сана хăваласа яратăп!
3. вопросительный е; -им; Или ты не знаешь об этом? Эсĕ кун çинчен пĕлместĕн-им?

иметь

глаг. несов.
тыт; -лă (-лĕ) пул; иметь дом çурт тыт, çуртлă пул; он имеет счёт в банке унан банкра счёт пур; я не имею сейчас времени манăн халĕ вăхăт çук ♦ иметь мужество сказать калама хăю çитер; иметь целью тĕллев тыт; иметь применение ĕçе кай; имеет место пулать, пулкалать; ничего не имею против эпĕ хирĕçлеместĕп

иначе

1. нареч. (син. подругому; ант. так) урăхла, тепĕр майлă; я не мог поступить иначе эпĕ урăхла тума пултарайман
2. союз противительный (син. а то) унсăрăн, атту; Спеши, иначе опоздаешь! Васка, атту ĕлкĕрейместĕн! ♦ иначе говоря вводн. сл. урăхла каласан; так или иначе епле пулсан та

их

местоим.
вĕсен; вĕсене; их дети вĕсен ачисем; я их не знаю эпĕ вĕсене пĕлместĕп

категорический

прил. (син. решительный), категорически нареч.
татăклă; категорический ответ татăклă хурав; категорически с вами не согласен эпĕ сирĕнпе вуçех килĕшместĕп

колотить

глаг. несов.
1. почему и во что (син. бить, стучать) шакка, çап, тӳнклеттер, шанлаттар; колотить в дверь алăка шакка
2. (син. избивать) хĕне, ват, кӳпке; колотить кулаком по спине çурăмран чышкăпа кӳпке
3. (син. разбивать) ват, çĕмĕр; колотить посуду савăт-сапана çĕмĕр ♦ меня колотит дрожь эпĕ чĕтрене ертĕм

либо

союз
е; сегодня либо завтра паян е ыран; либо я, либо ты е эпĕ, е эсĕ

лицо

сущ.сред.; множ. лица
1. пит, сăн-пит, пит-куç; круглое лицо çавра сăн-пит; мыть лицо пит çу; мне знакомо это лицо ку сăн-пите эпĕ пĕлетĕп
2. çын, этем; влиятельное лицо витĕмлĕ çын
3. сăпат (грамматикăра); третье лицо глагола глаголăн виççĕмĕш сăпачĕ ♦ на одно лицо каснă лартнă, пĕр сăнлă; показать товар лицом таварăн чăн пахалăхне кăтарт; к лицу килĕшет (тумтир); он лицом в грязь не ударит вăл намăс курас çук

личный

прил., лично нареч.
1. пайăр, хăй тунă; харпăр хăй тунă; под вашим личным наблюдением эсир пайăррăн асăрхаса тăнипе; я лично проверил эпĕ хам тĕрĕслерĕм
2. уйрăм, харпăр; личное имущество харпăр пурлăхĕ
3. лично в знач. частицы пулсан; -сан(-сен); я лично так бы не поступил эпĕ пулсан ун пек тумăттăм ♦ личное местоимение сăпат местоименийĕ; личные формы глагола глаголăн сăпат формисем

лучше

1. лайăхрах, аванрах; учиться лучше лайăхрах верен
2. вводн. сл. и частица аванрах пулĕ, тен; Говори, или лучше я расскажу Кала, е эпĕ хам каласа парсан аванрах пулĕ ♦ как нельзя лучше лайăхран лайăх

любить

глаг. несов.
1. (ант. ненавидеть) юрат, сав; любить девушку хĕре сав; любить родину тăван çĕршыва юрат
2. юрат, кăмăлла, килĕштер; любить спорт спорта килĕштер; любимый мною писатель эпĕ кăмăллакан çыравçă

мало

1. нареч. (ант. много) сахал; çителĕксĕр, çитмест; я мало его знаю эпĕ ăна сахал пĕлетĕп; ему всё мало денег ăна укçа çаплах çитмест
2. числит. неопред. сахал; мало кто читал эту книгу ку кĕнекене вуланă çын сахал ♦ мало того вводн. сл. çитменнине; ку çеç те мар-ха

мигом

нареч. (син. быстро)
самантра, хăвăрт, часах, йăпăртах; я мигом схожу туда эпĕ унта йăпăртах кайса килетĕп

мочь

глаг. несов. с неопр. ф.
пултар; я могу тебе помочь эпĕ сана пулăшма пултаратăп; этого не может быть кун пек пулма пултараймасть ♦ может быть вводн. сл. тен

наверно

1. нареч. (син. несомненно) паллах, шанчăклах; я могу говорить об этом наверное эпĕ кун çинчен шанчăклăнах калама пултаратăп
2. вводн. сл. (син. вероятно) тен, пулĕ, ахăртнех, пулмалла; наверно, он не придёт вăл килмест пулмалла

накануне

1. нареч. ĕнер; я приехал накануне эпĕ ĕнер килнĕ
2. чего , предлог с род.п. умĕн, малтан; -чен; накануне праздника уяв умĕн

намек

сущ.муж.
систерӳ, вăлту, юптару; систерни, вăлтни, юптарса калани; я его намёк понял эпĕ вăл систерсе каланине ăнлантăм

неловкий

прил., неловко нареч.
1. (син. неуклюжий) çаврăнăçусăр, кăнттам, мелсĕр; неловкие движения кăнттам хусканусем
2. (син. неудобный, стеснительный) аван мар, кăмăллă мар; я чувствую себя неловко эпĕ хама аван мар туятап

ненавидеть

глаг. несов. (ант. любить)
ан юрат, кураймасăр пурăн; я ненавижу обманщиков эпĕ ултавçăсене кураймастăп

никогда

нареч. (ант. всегда)
нихаçан та; я это никогда не забуду эпĕ çакна нихăçан та манас çук

никуда

нареч.
ниçта та; я никуда отсюда не уйду эпĕ кунтан ниçта та каймастăп ♦ никуда не годится ниме юрăхсăр

ну

1. междом. ну, -ха; Ну, расскажи, как ты живёшь! Мĕнле пурăнатăн, каласа пар-ха!; Ну, насмешил! Ну, култартăн та!
2. частица, выражает удивление (син. неужели) ну, çапла-и, чăнах-и; Я выиграл по лотерее. — Ну? Эпĕ лотерейăпа выляса илтĕм. — Чăнах-и? ♦ Ну и ну! Ак япала!

освободиться

глаг. сов.
1. ирĕке тух, хăтăл, çăлăн; освободиться от предрассудков тĕшмĕшсенчен хăтăл
2. ирĕклен, ерç; я освобожусь через час эпĕ тепĕр сехетрен ирĕкленетĕп
3. от чего (син. очиститься) тасал, пушан; небо освободилось от туч тӳпе пĕлĕтсенчен тасалчĕ

откуда

нареч. и союзн. сл.
ăçтан, хăш тĕлтен; Откуда вы пришли? Ăçтан килтĕр эсир? ♦ откуда мне знать ăçтан пĕлем-ха эпĕ; откуда ни возьмись таçтан сиксе тухрĕ

отчего

1. нареч. и союз н. сл. (син. почему) мĕншĕн, ма, мĕн пирки; Отчего ты невесел? Мĕншĕн салху эсĕ?; Я не знаю, отчего он не пришёл Вăл мĕн пирки килменнине эпĕ пĕлместĕп
2. союз çавăнпа, çавăн пирки; Коля заболел, отчего не пришёл в школу Коля чирленĕ, çавăнпа шкула килмен

папа

1. сущ.муж., множ. папы
атте; мой (наш) папа атте, аттеçĕм; твой (ваш) папа аçу; его (её, их) папа ашшĕ; я знаю вашего папу эпĕ сирĕн аçăра пĕлетĕп

переваривать

глаг. несов. (син. усвоить)
ирĕлтер, шăрат (çинĕ апата); ăнлан, ăса хыв (мĕн вуланине) ♦ я его не перевариваю эпĕ ăна чăтма пултараймастăп

поверить

глаг. сов.
ĕнен, шан; я не поверил его словам эпĕ вал каланине ĕненмерĕм

пока

1. нареч. хальлĕхе, вăхăтлăха; пока я буду здесь хальлĕхе эпĕ кунта пулатăп-ха
2. союз -чен; Надо подождать, пока пройдёт дождь Çумăр иртсе кайиччен кĕтес пулать
3. (син. до свидания) Сывă пулăр!, Тепре куриччен! (сывпуллашса калани)

показать

глаг. сов.
1. кого-что кому, на кого-что кăтарт; показать детям картинки ачасене ӳкерчĕксем кăтарт; показать рукой на нужный дом кирлĕ çурта алăпа тĕллесе кăтарт
2. кого-что (син. обнаружить, проявить) кăтарт, палăрт; студенты показали хорошие знания математики студентсем математикăна лайăх пĕлнине кăтартрĕç ♦ Я ему покажу! Кăтартăп ак эпĕ ăна! (юнаса калани)

полностью

нареч. (син. совершенно)
пĕтĕмпех, йăлтах; я полностью с вами согласен эпĕ сирĕнпе йăлтах килĕшетĕп

положить

глаг. сов.
хур, ларт, хыв; положить книгу на полку кĕнекене çӳлĕк çине хур; больного положили в больницу чирлĕ çынна больницăна хунă ♦ положим вводн. сл. и частица тейĕпĕр, пултăр; положим, я соглашусь эпĕ килĕшĕп тейĕпĕр

помнить

глаг. несов. (ант. забывать)
асту, асра тыт, ан ман; я хорошо помню этот день эпĕ вăл куна лайăх астăватăп ♦ не помнит себя от радости савăннипе ниçта кайса кĕме пĕлмест

по-моему

1. нареч. ман кăмăлпа, ман ирĕкпе; будет по-моему эпĕ тăвас тенĕ пек пулать
2. вводн. сл. ман шутпа; по-моему, он не придёт ман шутпа, вăл килмест

понимать

глаг. несов.
1. кого-что ăнлан, ăнкар, чухла; он кое-что понимает в компьютерной технике вăл компьютер техникине кăштах ăнкарать
3. понимаешь, понимаете вводн. сл. пĕлетĕн-и, пĕлетĕр-и; я, понимаешь, ничего в физике не смыслю эпĕ, пĕлетĕн-и, физикăна кăшт та пĕлместĕп

понятный

прил., понятно нареч.
1. ăнланмалла, уçăмлă, ăс çемми; изложить понятно ăнланмалла каласа пар
2. понятно вводн. сл. паллах ĕнтĕ, ăнланмалла ĕнтĕ; я, понятно, не стал возражать эпĕ, паллах ĕнтĕ, хирĕçлесе тăмарăм

потому

нареч. и союз н. сл.
çавăнпа та; я болею, а потому не могу работать эпĕ чирлетĕп, çавăнпа та ĕçлейместĕп ♦ потому что союз мĕншĕн тесен, ма тесен

почерк

сущ.муж.
çыру, алă (çырас манер); красивый почерк хитре çыру; я узнаю его почерк эпĕ ун аллине паллатăп

правда

сущ.жен.
1. тĕрĕслĕх, чăнлăх, тӳрĕлĕх; чăнах; говорить правду тĕрĕссине кала
2. вводн. сл. чăнах та; я, правда, не знал об этом эпĕ, чăнах та, кун çинчен пĕлмен
3. частица утвердит. чăнах та, чăн та, чăннипех; я правда уезжаю в город эпĕ чăнах та хулана каятăп ♦ по правде говоря тĕрĕссипе каласан; Не правда ли? Çапла мари вара?

прекрасный

прил., прекрасно нареч.
чаплă, хӳхĕм, селĕм, питĕ аван, питĕ лайăх; сегодня погода прекрасная паян çанталăк питĕ аван ♦ прекрасно частица утвердит. питĕ аван, юрать; Я приду к вам завтра. — Прекрасно! Эпĕ сирĕн пата ырăн пырăп. — Питĕ аван!

приход

1. сущ.муж.
1. (ант. уход) килӳ, килни; к моему приходу эпĕ килнĕ çĕре
2. (ант. расход) тупăш; баланс прихода и расхода тупăшпа тăкак шайлашăвĕ

прямой

прил., прямо нареч.
1. (ант. кривой) тӳрĕ, тикĕс, тӳррĕн, тӳрех; прямая линия тӳрĕ йĕр
2. (син. откровенный) тӳрĕ, уçă; говорить прямо тӳррĕн кала ♦ прямая речь тӳрĕ пуплев (текстра — сăнар сăмахĕсене улăштармасăр калани); прямая насмешка кĕрет мăшкăл; я прямо испугался эпĕ хăрасах ӳкрĕм

рад

муж. ( жен. рада, сред. радо)
хавас, кăмăлла; я рад видеть вас эпĕ сире курма хавас

раньше

1. (сравн. ст. от нареч. рано) иртерех, маларах; завтра я встану раньше, чем сегодня ырăн эпĕ паянхинчен иртерех тăрăп
2. нареч. малтан; раньше подумай, потом скажи малтан шухăшла, вара тин кала
3. нареч. ĕлĕк, ĕлĕкрех; раньше тут был лес ĕлĕрех кунта вăрман пулнă
4. кого-чего, предлог с род.п. (ант. позже) малтан, маларах, -чен; прийти раньше всех пуринчен маларах кил

рассчитывать

глаг. несов.
1. шутла, шутласа кăлар; рассчитывать себестоимость продукции продукци хăй хаклăхне шутласа кăлар
2. на кого-что или с неопр. ф. (син. надеяться) шутла, шан, шанăç хур; я рассчитываю на вашу помощь эпĕ эсир пулăшасса шанатăп

сам

местоим.
хам (эпĕ), ху (эсĕ), хай (вăл); я сделаю это сам эпĕ куна хамах тăвăп; они сами знают вĕсем хăйсемех пĕлеççĕ ♦ само собой хăйне хăех, хăй тĕллĕнех; само собой разумеется паллах; сам не свой пăлханчăк, хумханчăк

сделать

глаг. сов.
ту, туса хур, пурнăçла; я это сделал своими руками эпĕ куна хам алăпа тунă ♦ сделать выговор ятла, хытар

сердиться

глаг. несов.
çиллен, тарăх, çилĕ тыт; сердиться из-за пустяков вак-тĕвекшĕн çиллен; я на тебя не сержусь эпĕ сана çилĕ тытмастăп

сказать

глаг. сов.
1. кала, те; каласа пар; он сказал, что не пойдёт с нами вăл пирĕнпе пымастăп терĕ
2. скажем вводн. сл. тейĕпĕр, калăпăр; скажем, я соглашусь эпĕ килĕшетĕп тейĕпĕр ♦ сказать по правде тĕрĕссипе каласан; вернее сказать тĕрĕсрех каласан; ничего не скажешь нимĕн те калаймăн

слышать

глаг. несов.
1. кого-что илт; я ничего не слышу эпĕ нимĕн те илтместĕп
2. о ком-чем и с союз ом «что» илт, хыпар ил, пĕл; мы слышали об этом артисте эпир ку артист çинчен илтнĕ ♦ слышишь, слышите вводн. сл. илтетĕн-и, илтетĕр-и

смертельный

прил., смертельно нареч.
1. вилĕм -ĕ; вилĕмле, вилмелле; боец смертельно ранен салтак вилмеллех аманнă
2. хаяр, хăрушă; смертельная ненависть чĕререн курайманни
3. (син. чрезвычажшй) вăйлă; чăтма çук, çав тери; я смертельно устал эпĕ çав тери ывăнтăм

собственный

прил.
1. хăйĕн (хамăн, хăван); харпăр -ĕ, харпăр хăйĕн; собственный дом харпăр çурчĕ; я видел собственными глазами эпĕ хам куçпа куртăм; уволиться с работы по собственному желанию харпăр кăмăлĕпе ĕçрен тух
2. собственно или собственно говоря вводн. сл. тĕрĕссипе каласан ♦ собственные имена пайăр ятсем (чĕлхе пĕлĕвĕнче— çын, вырăн т. ыт. ячĕсем, сăм.: Николай, Мускав, Çавал)

совсем

нареч.
пĕтĕмпех, йăлтах, пачах; вуçех, кăшт та; совсем не слышно вуçех илтĕнмест; я совсем забыл об этом эпĕ кун çинчен пачах манса кайнă

согласиться

глаг. сов.
килĕш, çураç; согласиться в цене хак çураç; я согласился с ним эпĕ унпа килĕшрĕм

соскучиться

глаг. сов.
тунсăхласа çит; я соскучился по дому эпĕ килшĕн тунсăхласа çитрĕм

сперва

нареч. (син. сначала)
малтан, пирвай; читай сперва ты, потом буду я малтан эсĕ вула, унтан эпĕ вулап

сразу

нареч.
тӳрех, çав самантрах, çийĕнчех; я сразу его узнал эпĕ ăна тӳрех палларăм

стараться

глаг. несов.
тăрăш, тимле; стараться изо всех сил пĕтĕм вăйран тăрăш; я стараюсь понять тебя эпĕ сана ăнланас тетĕп

страшный

прил., страшно нареч.
1. хăрушă, шиклĕ; хăратакан, шиклентерекен; нам не страшны трудности эпир йывăрлăхсенчен хăрамастпăр
2. (син. сильный) акăш-макăш, вăйлă; çав тери; страшный дождь вăйлă çумăр; я страшно испугался эпĕ çав тери хăраса кайрăм

так

1. нареч. çапла, апла; çакăн пек, çавăн пек; сделай вот так ак çакăн пек ту
2. частица усилит. (син. очень) çав тери; я так люблю музыку эпĕ юрă-кĕвĕне çав тери юрататăп
3. нареч. хăйне хăех, хăй хальлĕн; болезнь так не пройдет, надо лечиться чир хăйне хăех иртсе каймĕ, сипленес пулать
4. частица, употр. при разъяснении, уточнении (син. например) çапла, акă, сăмахран; сельчане живут хорошо, так, многие построили дома ял çыннисем аван пурăнаççĕ, çапла, нумайăшĕ çурт лартнă
5. частица усилит. (син. очень) çав тери; я так люблю музыку эпĕ юрă-кĕвĕне çав тери юрататăп
6. союз (син. если) пулсан; тăк (тĕк); сказал, так сделаю каларăм пулсан тăватăпах ♦ и так ахаль те, унсăр та; так и быть юрĕ ĕнтĕ; так и есть чăнах та; так как союз мĕншĕн тесен; так что союз çавăнпа та; так или иначе мĕнле пулсан та; так себе вăтам, чухă кăна

тоже

1. нареч. (син. также, и) та (те); я тоже пойду с вами эпĕ те сирĕнпе пырăтăп
2. частица, выражает недоверие, пренебрежение Тоже мне художник нашёлся! Тупăннă художник!

трижды

нареч.
виçĕ хут, виççĕ; я трижды напоминал ему эпĕ ăна виçĕ хут аса илтертĕм

трогать

глаг. несов.
1. кого-что (син. прикасаться) тĕкĕн, перĕн, тив; трогать руками алăпа перĕн
2. что (син. брать) ил, тыт; я не трогал твоих вещей эпĕ сан япалусене илмен
3. хумхантар, чуна тив, кăмăла çемçет

убедить

глаг. сов.
ĕнентер, шантар, ӳкĕте кĕрт; я убедил его в своей правоте эпĕ ăна хам тĕрĕс каланине ĕнентертĕм

уважать

глаг. несов.
хисепле, уя, сума су; уважать законы саккунсене хисепле; я его уважаю за доброту эпĕ ăна ырă кăмăлĕшĕн сума сăватăп

угадать

глаг. сов.
ăнкарса ил, чухласа ил, тупсăмне туп; я угадал твоё желание эпĕ сан кăмăлна ăнкарса илтĕм

узнать

глаг. сов.
1. что пăл; я узнал об этом сегодня эпĕ кун çинчен паян пĕлтĕм
2. кого-что палла, палласа ил; его не узнать ăна паллама çук

хороший

прил., хорошо нареч.
1. (ант. плохой, дурной) лайăх, аван; хорошая пища лайах апат; за Волгой хорошо отдыхать Атăл йăлăмĕнче канма аван
2. (син. близкий) аван, çывăх; он мой хороший приятель вăл ман çывăх туе
3. (син. большой, значительный) пысăк, чылай, самай; съесть хорошую порцию каши самаях пăтă çи
4. в кратк. ф. (син. красив, миловиден; ант. дурён) чипер, хитре, илемлĕ, хӳхĕм; девушка очень хороша хĕр питĕ чипер
5. хорошо сущ.нескл.сред. (син. «четыре») «аван» (вĕренӳри хаклав палли, «4»)
6. хорошо частица, выражает согласие (син. да) аван, юрĕ, юрать; Хорошо, я приду туда Юрĕ, эпĕ унта пырăп ♦ лучше некуда лайăхран та лайах; хорошо бы частица, выражает пожелание юратчĕ, аванччĕ, пăсмĕччĕ

целиком

нареч.
1. (ант. частями) каппипе, пĕтĕмлĕн; зажарить тушку гуся целиком хур тушкине каппипе пĕçер
2. (син. полностью) пĕтĕмпех, йăлтах, пуçĕпех; я целиком доверяюсь тебе эпĕ сана пĕтĕмпех шанатăп

ценить

глаг. несов.
хакла, хисепле, пахала, хака хур; я ценю его за трудолюбие эпĕ ăна ĕçченлехшĕн хисеплетĕп

часть

сущ.жен., множ. части
1. (син. доля; ант. целое) пай, тӳпе, валĕ; разделять на части пайла, вакла; часть огорода занята под картофель пахчан пĕр пайне çĕр улми йышăнать
2. (син. деталь) пай, хатĕр (ансатти); запасные части запас пайсем; разобрать велосипед на части велосипеда пайăн-пайăн сӳт
3. (син. раздел) пай, уйрăм, сыпăк; роман в трёх частях виçĕ пайлă роман
4. (син. отдел) пай, уйрăм (учрежденин); учебная часть института институтăн вĕренӳ пайĕ
5. часть (çарта); воинская часть çар чаçĕ; авиационные части авиаци чаçĕсем ♦ части света тĕнче пайĕсем (материксем тата вĕсем çывăхĕнчи утравсем); части речи пуплев пайĕсем; это не по моей части эпĕ ку ĕçпе çыхăнман

читать

глаг. несов.
1. что и без доп. вула; читать вслух сасăпа вула; читать про себя ăсра вула; я люблю читать Пушкина эпĕ Пушкина вулама юрататăп
2. (син. угадывать) туй, ăнкар, ăнлан, асăрха; читать в сердцах чĕрере пуррине ăнкар; читать по глазам куçран асăрха
3. кого-что вула, кала (итлекенсем умĕнче); читать стихи с эстрады эстрада çинче сăвă вула
4. (син. излагать, выступать) ту, кала, каласа пар (лекци, доклад) ♦ читать мораль ăс пар, вĕрентсе кала; читать чертежи чертёжсене тишкер

чрезвычайный

прил. (син. исключительный; ант. обычный, заурядный), чрезвычайно нареч.
1. питĕ, çав тери, майсăр, шутсăр, акăш-макăш; чрезвычайный успех питĕ пысăк çитĕнӳ; я чрезвычайно рад видеть вас эпĕ сире курма çав тери хавас
2. ятарлă, васкавлă; чрезвычайная комиссия ятарлă комисси; чрезвычайное положение хытарнă йĕрке (сăм., варçă, çут çанталăк инкекĕ чухне тăваканни)

что

2. союз; переводится в соответствии с контекстом: Я сожалею, что опоздал Эпĕ кая юлнăшăн пăшăрханатăп; Он так изменился, что его не узнать Вăл палламалла марах улшăнса кайнă; Что ни день, приходят новые вести Кунсерен çĕнĕ хыпарсем килсе тăраççĕ

этот

местоим., муж, эта жен., это сред., эти множ.
ку, çак, çав; мне нужна эта книга мана çак кĕнеке кирлĕ; на этом берегу Волги Атăлăн ку çырăнĕнче; я об этом не знал эпĕ кун çинчен пĕлмен

я

местоим. личн.
эпĕ, эп; я работаю на заводе эпĕ заводра ĕçлетĕп; скажи мне, пожалуйста кала-ха мана, тархасшăн

ясный

прил., ясно нареч.
1. (син. яркий, светлый, сияющий; ант. тёмный) çутă, янкăр, уяр, уçă, таса; ясное небо таса тӳпе; ясный день янкăр уяр кун; светлый месяц çап-çутă уйăх
2. (син. чёткий, отчётливый; ант. неясный, смутный) уçăмлă, курăмлă, кĕрет; уççăн; отсюда ясно видны горы кунтан сăртсам уççăн куринаççĕ
3. уçăмлă, ăнланмалла, уйăрмалла; ясный почерк уçăмлă çыру; мне всё ясно эпĕ йăлтах ăнланатăп

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

антипатия

антипати ( килĕштерменни, кăмăла каймании); я чувствую (питаю) к нему антипатию манăн ăна чун туртмасть, эпĕ ăна килештерместĕп.

застать

-ну сов., заставать кого, что несов. (пĕр-пĕр вырӑнта туп, тӗл пул; тыт; я застал его на базаре эпĕ ӑна пасарта тӗл пултăм.

ввек

ĕмĕрте те, нихăçан та; я ввек не забуду этого куна эпĕ ĕмĕрте те манас çук.

вдогонку

хыççăн, хыççăн хăваласа; я пустился за ним вдогонку эпĕ ăна хăвалама тытăнтăм.

ведь

вĕт, ара, -çке; не ребенок ведь я, сам понимаю ача мар вĕт эпĕ, хам та ăнланатӑп, чухлатăп.

обязанный

мĕн те пулин тума тивĕçлĕ (çын); я обязан это сделать эпĕ куна тума тивӗҫлӗ, майӑн ӑна тумаллах.

размышление

1. шухӑшлани; 2. шухӑшсем; я погрузился в размышления эпĕ шухӑша кайрӑм, шухӑша путрăм.

раньше

ӗлӗк, ӗлӗкрех, иртерех, маларах; я сегодня пришёл в школу раньше всех эпĕ паян шкула пуринчен маларах килтĕм.

решать

что несов. решить, -шу сов. 1. ту, шутла (задача); 2. ӗҫе татса пар (суд); 3. шут тыт, мĕн тумаллине шухӑшласа тат, ӗҫе епле тӑвассине шухӑшласа хур; я решил поступить в университет эпĕ университета кĕме шут тытрӑм.

рука

1. ала, хул; 2. ҫыру уйрӑмлӑхӗ, мӗнле ҫырни; я плохо разбираю твою руку эсӗ ҫырнине эпӗ уйӑрса вулаймастӑп; 3. хӳтӗлекен, пулӑшакан шанчӑклӑ ҫын, хунта; у него своя рука в министерстве унӑн министерствӑра хунта (хӳтӗлекен) пур; по правую руку сылтӑм енче; подать руку алӑ пар; у меня руки опускаются эпĕ ним тума аптӑраса тӑратӑп; выдать на руки хӑй (камӑн та пулин) аллине пар; махнуть на все рукой пур япала çине те аллупа сул (нимĕншĕн те ан тӑрӑш); он на все руки мастер вăл кирек мĕн тума та ӑста (унӑн алли-ури ҫыпӑҫуллӑ); ударить по рукам алӑ ҫап, килĕш; из рук вон плохо ытла та начар; под пьяную руку ÿсĕрпе; из рук в руки алăран алла, лам-лам, ламран-лам; нагреть себе руки хӑвна шаннӑ япалана (тавара) вӑрласа пĕтерме; это тебе не сойдет с рук куншӑн сана ахаль каҫармӗҫ; рукам воли не давай аллуна ирĕк ан пар (ҫынна ан ҫап); он не чист на руку унӑн алли кукӑр; прибрать что-либо к рукам çын япалине йышӑнма, хӑвна валли пытарма; держать кого-либо в руках алӑратыт (ирĕк ан пар); под рукой ала айĕнче; это зло не столь большой руки ку ытла пысӑк усалах (ҫитменлӗхех) мар-ха.

себя

хама, хӑвна, хӑйне, хамӑра, хӑвӑра, хӑйсене; про себя ӑшра; прийти в себя тӑна кӗр, чухласа ил; мне не по себе эпĕ сывах мар; он себе на уме вăл чее; выйти из себя ҫав тери тарӑхса кайма, тарӑхса ҫитме; у себя хӑвӑн килӳнте.

сейчас

1. халĕ (эпĕ ерҫместӗп). 2. халех, часах (килетĕп).

середина

мн. нет 1. варӑ, япалан варри, вӑта (ҫӗр); в середине вӑта ҫӗрӗнче; в середине озера кÿлĕ варринче; 2. ҫурӑ, ҫурри; я дочитал книгу до середины эпĕ кӗнекене ҫуррине ҫити вуларӑм; в середине пути ҫурма ҫулта.

смыкать

что несов., сомкнуть сов. 1. пӗтӗҫтер, пӗрлештер, тачӑрах ту, ҫыхӑнтар (салтаксен стройне); 2. хуп (куҫа); я всю ночь глаз не смыкал эпĕ ҫӗрĕпе куҫ хупмарӑм.

совместительство

пӗр ҫын икӗ-виҫӗ вырӑнта ӗҫлесе тӑни; я работаю по совместительству эпĕ тĕп вырӑнтан пуҫне тата урӑх ҫӗрте те ӗҫлетӗп.

сталкивать

кого, что несов., столкнуть сов. 1. тĕртсе яр (антар, ӳкер), тĕксе яр; он столкнул его с берега в воду вăл ӑна ҫыран хӗрринчен шыва тĕксе янӑ; я локтем столкнул чернильницу эпĕ чернил кӗленчине чавсапа ҫӗре тĕксе ӳкертĕм; 2. перен. тĕл пултăр, пĕрлештер; жизнь снова столкнула нас пурнăç пире каллех пĕрлештерчĕ, тĕл пултарчĕ.

сторона

1. ен; ветер с восточной стороны ҫил хӗвелтухӑҫ енчен; 2. тăрăх, тавра, ҫӗршыв; чужая сторона ют ҫĕршыв; в этой стороне я бывал часто ку тӑрӑхра (таврара) эпĕ пулкаланӑ; 3. аяк; айӑк; с обеих сторон икĕ енчен те, икĕ айккинчен те; по сторонам не смотри аяккалла ан пӑхкала; слыхал стороной ҫын урлӑ илтсе пĕлтĕм.

страдать

несов. 1. асаплан, тертлен, чирпе аптӑра, хĕн кур; я страдаю бессонницей эпĕ ыйхӑ килменнипе аптӑратӑп; 2. япӑх, начар пул; у этого ученика страдает математика ку ача математикӑпа начар вĕренет.

считать

кого, что несов., счесть, сочту, прош. счёл, ж. сочла хисепле, шута ил, шута хур; я сочту за счастье служить в Советской Армии эпĕ Совет Ҫарӗнче пулнине телей тесе шутлатӑп; в доме помещика его и за человека не считали улпут ҫуртӗнче ӑна ҫын вырӑнне те хуман; дни его сочтены унӑн пурӑнасси нумаях юлман.

поддерживать

кого, что несов., поддержать, -жу, -жишь сов. 1. тыт, тытса тар, ӳкме ан пар; 2. пулӑш, пулӑшу пар; 3. ҫыхӑну тыт; я поддерживаю с ним дружеские отношения эпĕ унпа туслă ҫыхӑну тытса пурӑнатӑп.

подозревать

кого, что в чем несов., 1. кам ҫине те пулин шухӑшла, ан шан; 2. шутла; я не подозревал, что это сделал он куна вăл тунӑ тесе эпĕ шутламан та.

посылка

1. яни; посылка письма по почте почтӑпа ҫыру яни; 2. посылка; я получил сегодня посылку паян эпĕ посылка илтĕм.

предпочитать

кого, что кому, чему несов., (предпочесть, -чту сов. ытларах килĕштер, ытларах кăмăлла, пахала, мала хур, ытларах хисепле, хапăл ту; я предпочитаю театр цирку эпĕ театра циркран ытларах килĕштеретĕп, мала хуратăп.

принцип

принцип 1. пӗр-пӗр вĕрентӗвĕн, наукӑн тӗп положенийĕ, тӗп никӗсӗ; принцип социализма «от каждого по его способности, каждому — по его труду» социализм принципĕ: «кашнинчен унӑн пултарулӑхне кура, кашнине — унӑн ӗҫне кура»; 2. пурнӑҫ çине (ĕҫ ҫине) мĕнле пăхни; в принципе я согласен тĕпрен илсен (е пĕтĕмĕшпе илсен) эпĕ килĕшетĕп.

припоминать

кого, что несов., припомнить сов. 1. аса ил; астуса ил; 2. тавӑр; асӑнтар; погоди, я этой тебе припомню! чим-ха, эпĕ сана кун ҫинчен асӑнтарӑп!

присматриваться

к кому, к чему несов., присмотреться, -рюсь, -ришься сов. 1. тинкерсе пӑх, тим-лӗн пӑхса тăр; долго я присматривался к нему, кое-как узнал ун çине эпĕ чылайччен тинкерсе пӑхса тăтăм, аран ҫеҫ палларӑм; 2. пӑхса паллаш, вĕрен, хӑнӑх (ӗҫе).

притвориться

сов. притвориться несов. юри ту, курнăҫлан, ушшая пăрах, юла юп; он притворился дурачком вăл ухмаха пенĕ; я притворился глухим эпĕ илтмӗш (илтменҫи) пултӑм.

приходиться

-жусь, -дишься несов., прийтись, придусь, пр. пришёлся сов. 1. лек, тив; я ему прихожусь родней эпӗ ӑна хурӑнташ лекетӗп, пулатӑп, тиветĕп, эпĕ унпа пĕр тӑван, унпа хурӑнташлӑ; 2. тив; по 30 рублей на человека пришлось çын пуҫне вӑтӑршар тенкĕ тиврĕ; 3. тӳрӗ кил; мне по пути пришлось заехать к товарищу мана ҫул май юлташ патне кĕрсе тухма тӳрĕ килчĕ; прийтись по вкусу кӑмӑла кай.

прогуливать

что несов., прогулять сов. 1. вӑхӑта уҫӑлса ҫӳресе ирттер; 2. ҫӳресе мӗнсӗр те пулин тӑрса юл; я прогулял обед эпĕ кӑнтӑрлахи апатсӑр тӑрса юлтӑм; 3. прогул тума, сӑлтавсӑрах ӗҫе тухмасӑр юлма, ӗҫрен пӑрӑнма; 4. ӗҫсе пӗтерме (укҫа).

просьба

ыйту, ыйтни, тархаслани, йӑлӑнни; у меня до вас просьба эпĕ сиртен пĕр япала ҫинчен ыйтасшӑн.

профессия

професси; по профессии я столяр профессипе эпĕ столяр, манăн професси столяр (столяр ӗҫӗпе пурӑнатӑп).

через

1. урлă; переплыть через Волгу Атăл урлă ишсе каç; 2. витĕр; пройти через лес вăрман витĕр тух; влезть через окно чӳречерен кĕр; 3. сиктерсе; у меня приступы малярии бывают через день мана сивĕ (сивчир) кун сиктерсе тытать; 4. тăрăх; мы с ним познакомились через письма эпир унпа çыру тăрăх паллашрăмăр; 5. -ран, -рен; через месяц я поеду в Москву пĕр уйăхран эпĕ Мускава каятăп.

что

союз; я знаю, что он болен вăл чирлине эпĕ пĕлетĕп; он сказал, что не придет вăл килместĕп терĕ.

чувствовать

, -ствую несов. сис, туй, сĕмлен, пĕл, чухла, ăнлан; я чувствую тепло эпĕ ăшша сисетĕп; я чувствую свою вину эпĕ хам айăпа пĕлетĕп.

чуть

кăшт, пăртак, аран çеç, чут; тропинка чуть приметна сукмак аран (кăшт) çеç палăрать; я чуть (чуть-чуть) не сказал эпĕ чут çеç каласа яраймарăм; чуть свет, а я уж на ногах çутăлнă-çутăлманах эпĕ ура çинче.

тогда

1. ӳн чух (не), çавăн чух (не), вăл вăхăтра, вара; тогда я жил в Москве эпĕ ун чухне Мускавра пурăнаттăм; 2. апла пулсан, эппин, ун пек пулсан; хочешь посмотреть, как я живу? Тогда приходи эпĕ мĕнле пурăнннине курас килет-и? Апла пулсан пыр ман пата.

трогать

кого, что несов., тронуть сов. 1. тив, тĕрт, тĕртĕн, тĕк, тĕкĕн, хускат; тиверт, тыт; я его пальцем не тронул эпĕ ăна пӳрнепе те тĕртмен, тĕкĕнмен; 2. перен. кăмăла çемçет; 3. тив, çап; мороз тронул, деревья йывăçсене тăм тивнĕ.

хромать

несов. 1. уксахла; 2. перен. тытăнса тăр (ĕç), начар пыр (вĕренӳ); математика у меня хромает эпĕ математикăна начартарах пĕлетĕп (вĕренетĕп).

у

пред. с род. п. 1. патĕнче; он живёт у брата вăл пиччĕш патĕнче пурăнать; 2. -ăн, -ен; у осла длинные уши ашакăн хăлхи вăрăм; у меня болит голова манăн пуç ыратать; 3. -ра, -рев -та, -те; моя книга у товарища ман кĕнеке юлташра; 4. -ран, -рен, -тан, -тен, топор я взял у кузнеца пурта эпĕ тимĕрçĕрен илтĕм.

упускать

кого, что несов., упустить, -щу, -стишь сов. 1. алăран ярса çухатма, сисмесĕр юлма, тытаймасăр юлма; 2. перен., усă курмасăр юлма (май килнĕ чух); в страду день упустишь — годом не наверстаешь ĕççинче пĕр кун ĕçлемесĕр ирттерсен, ăна çулталăкра тавăраймăн; я это упустил из виду эпĕ ăна маннă, астумасăр хăварнă.

учиться

учусь несов. вĕрен; я учусь в средней школе эпĕ вăтам шкулта вĕренетĕп.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

а

союз 1. против. (но, наоборот) ...вара, а; он пошёл прямо, а я свернул влево вăл тӳрех утрĕ, эпĕ вара сулахаялла пăрăнтăм; здесь не две книги, а три кунта икĕ кĕнеке мар, виççĕ; 2. против. (однако, тем не менее) анчах, пулни те, а; прошло много лет, а я не могу его забыть нумай çул иртрĕ анчах эпĕ ăна манаймастăп; хоть и старая изба, а тёплая пӳрчĕ кивĕ пулин те ăшă; поезд уходит через час, а ты всё ещё не готов поезд сехетрен каять, а эсĕ хатĕрленсе те çитмен-ха; 3. присоед. а, ...вара; а ты как поживаешь? а эсĕ мĕнле пурăнкалатăн?; пройдём через лес, а там и до деревни неделеко вăрман витĕр тухар-ха, унтан вара яла çитесси те инçе юлмасть; 4. присед. усил.: а мы-то вас ждали! Эпир сире кĕтни!; а сколько там ягод! Мĕн чухлĕ çырла унта! ◇ а именно ятран каласан, пайăрласа каласан, тĕрĕсрех каласан; а то унсăрăн, чăннипе, тен, е; нужно спешить, а то не успеем на поезд васкас пулать, унсăрăн поезда ĕлкĕреймеспĕр; всё же хотите уйти? А то оставайтесь у нас каясшăнах-и вара эсир? Тен, пирĕн патра юлатăр?

алло

межд. алло (телефонпа калаçнă чух — «итлетĕр-и?» е «эпĕ итлетĕп» тенине пĕлтерет).

ах

межд. ах! ай!; ах, как вкусно! ах, питĕ тутлă-çке! ах, я и забыл ай, мансах кайнă эпĕ.

ба

межд. разг. ай-уй!, эккей!, аппай!; ба, кого я вижу! аппай, кама куратăп эпĕ!

бесконечно

нареч. 1. вĕçĕ-хĕррисĕр, вĕçĕмсĕр; это не может продолжаться бесконечно ку вăл вĕçĕмсĕр тăсăлма пултараймасть; 2. разг. калама çук, çав тери, питĕ; я бесконечно рад эпĕ çав тери хавас.

бояться

несов. 1. кого-чего и с неопр. хăра, шиклен; он боится темноты вăл тĕттĕмрен хăрать; я боюсь простудиться эпĕ шăнса пăсăласран шикленетĕп; 2. чего пăсăл, ан чăт; фанерные вещи боятся сырости фанер япала нӳрĕпе пăсăлать.

брать

несов. 1. кого-что, в разн. знач. ил, тыт, йăт; брать на руки алла ил, йăт; брать ребёнка на воспитание ача усрава ил; брать работу на дом ĕçĕ киле ил; брать обязательство обязательство ил; 2. чем ил, илтер, пултар; он берёт не силой, а умом вăл вăйпа мар, ăспа илет; 3. без доп. хып, сăх, турт (пулă çинчен); сегодня рыба берёт плохо паян пулă начар туртать; 4. что (нанимать) тыт, тара ил; брать такси такси тыт; 5. что (приобретать) ил, туян; брать билеты в кино кинона кайма билет ил; 6. (попадать в цель) лектер, тиврет, пер (пăшалтан); дробовое ружьё берёт не дальше 50 метров йĕтрепе перекен пашал 50 метртан ирттереймест; 7. без доп., разг. çул тыт, пăрăн; бери правее сылтăмарах тыт; ◇ брать быка за рога тӳрех ĕçĕ пуçăн, тӳрех тĕп ыйтăва тапрат; брать высоту спорт. сиксе каç; брать голыми руками см. голый; брать за сердце чĕрене (кайса) тив; брать на себя ху çине ил; брать начало пуçлан; брать под руку хулран çавăт; брать прицел тĕлле, тĕл ту; брать чью-л. сторону майлă тăр; меня берёт сомнение эпĕ иккĕленетĕп; наша берёт эпир çĕнтеретпĕр; бери выше! апла çеç-и!

бы

частица усл. 1. (при предположительной возможности) ⸗тăм [⸗тĕм], ⸗тăн [⸗тĕн], ⸗чĕ (пулма пултараç ĕç çйнчен); я бы поехал эпĕ кайăттăм; жил бы ты, не зная заботы ним хуйхă пĕлмесĕр пурăнăттăн; 2. (при пожелании) ⸗асчĕ [⸗есчĕ] (тума кăмăлланă ĕç çинчен); покататься бы на лыжах йĕлтĕрпе ярăнасчĕ; одним бы глазком взглянуть хăрах куçпа çеç пăхса илесчĕ; 3. (в значении совета) ⸗асчĕ, ⸗есчĕ (ыйтса каланă чух); сходить бы тебе к врачу сан врач патне кайса килесчĕ; отдохнули бы вы немного канасчĕ сирĕн кăштах; будто бы см. href='/s/будто'>будто.

быть

несов. (3 л. ед. ч. есть) 1. (существовать; иметься) пул, пур; у него был сын унăн ывăл пулнă; есть разница в цвете тĕс тĕлĕшĕнчен уйрăмлăх пур; 2. (находиться) пул; я буду дома эпĕ килте пулатăп; книги были в шкафу кĕнекесем шкапра пулнă; 3. (происходить, совершаться) пул; вчера был дождь ĕнер çумăр пулнă; 4. (приходить) пул, кил, çит; он и сам скоро будет вăл хăй те часах çитет ак; 5. хутла сказуемăйри пулăшу глаголе: был весёлым хаваслă пул; он был рабочим вăл рабочи пулнă; он был болен вăл чирлĕ пулнă; я буду читать эпĕ вулатăп (е вулăп); быть может пулма пултарать; должно быть вводн. сл. пулмалла, пулĕ; как быть? мĕн тăвас?; быть ни при чём ан хутăш, ан çыхлан; так и быть пултăрах çапла; была не была! мĕн пулать те мĕн килет; быть заодно с кем-л. пĕр каварлă пул; будь что будет! мĕн пулин пулать!, кирек мĕн пулин те!; будет с него çитĕ-çке ăна; будет тебе придираться çитĕ ĕнтĕ, ан чăкраш; и был таков см. href='/s/таков;'>таков; будет тебе за это лекĕ-ха сана куншăн.

видеть

несов. 1. кого-что кур; 2. кого-что (увидеться) кур, тĕл пул; рад видеть курма хавас; 3. кого-что (представлять мысленно) кур, куç умĕнче тар; я вижу его как живого вăл ман умра чĕрĕ пек тăрать; 4. что (испытывать, переживать) кур, тӳс; не видеть горя хурлăх ан кур; 5. кого-что в ком-чём (считать) шутла, хур; я вижу в нём друга эпĕ ăна тус вырăнне хуратăп; ◇ видеть насквозь витĕр курса тăр; видеть не могу курас килмест; как видите хăвăрах куратăр; не видеть света (вольного) ерçӳсĕр, канлĕхсĕр; только и вйдели курса та юлаймарăмăр.

видеться

несов. 1. кому-чему и без доп. курăн; мне виделся страшный сон эпĕ хăрушă тĕлĕк куртăм; 2. кому, безл. разг. (мысленно представляться, грезиться) курăн, туйăн; 3. с кем и без доп. (встречаться) курнăç, тĕл пул; видеться в последний раз юлашки хут курнăç.

вот

частица указ., усил. ак, акă; вот где я живу акă ăçта пурăнатăп эпĕ; вот и я акă эпĕ те; вот возьмите! акă илĕр!; вот и доехали акă çитрĕмĕр те; вот взгляните акă курăр; вот новость! ак тата!; вот то-то çапла çав; вот ещё! тупнă тата!; вот я тебя! ак эп сана! (юнаса); вот тебе и на! ак сана! (тĕлĕннĕ чух); вот оно что!, вот оно как! ав мĕнле иккен! (тĕлĕннĕ чух).

впопыхах

нареч. васкавлă, хыпаланса, ăшталанса; делать что-либо впопыхах мĕн те пулин пит ăшталанса ту; впопыхах я забыл дома книгу васканипе эпĕ кĕнекене киле манса хăварнă.

вправду

нареч. прост, чăнах, чăнласах, чăннипе, тĕрĕссипе; я и вправду этого не знал кун çинчен эпĕ чăнах та пĕлмен.

впрочем

1. союз против. анчах, çапах та, апла пулин те; 2. вводн. сл. тепĕр тесен; впрочем, я не знаю, решай сам тепĕр тесен, эпĕ пĕлместĕп, ху пĕлнĕ пек ту; впрочем, он туда не пойдёт ахăртнех, вăл унта каяс çук.

вряд

ли частица темĕн, -ши вара; он вряд придёт темĕн, килет-ши вăл; вряд я успею на поезд поезда ĕлкĕрейместĕп пулĕ эпĕ.

вселиться

сов. 1. (поселиться) кĕр, вырнаç (хваттере); вселиться в новую квартиру çĕнĕ хваттере вырнаç; 2. перен. (появившись, укрепиться) вăран, пуçла; в меня вселилась уверенность эпĕ иккĕленме пăрахрăм; в сердце вселилась тревога ăш вĕçрĕ.

вытерпеть

сов. 1. что (перенести, выдержать) чăт, тӳс, кур, чăтса (е курса, тӳссе) ирттер (хĕн-хур, асап); вытерпеть боль ыратнине чăт; вытерпеть обиду хур тунине тӳс; 2. без доп. (сдержаться) чăт, тӳс, чăтса (е тӳссе) тăр; я не вытерпел и сказал эпĕ чăтса тăраймарăм, кăларăм.

да

союз 1. соед. тата, ⸗па [⸗пе], ⸗пала [⸗пеле), ⸗та [⸗те]; он да я вăл тата эпĕ; сосна да осина хырпа ăвăç, хыр та ăвăç; 2. присоед. тата, çитменнине тата; шёл я ночью, да ещё лесом çĕрле, çитменнине тата вăрманпа пыраттăм; 3. против. анчах; ⸗та [⸗те]; мы хотели уехать, да раздумали эпир каяс тенĕччĕ, анчах кайран урăхла шут тытрăмăр; ◇ да и... союз ⸗та [⸗те], тепĕр тесен, çитменнине тата; он залез в угол да и сидит там вăл кетессе хĕсĕннĕ те ларать; да и только кăна, çеç, анчах; нет-нет да и... вăхăтран вăхăта, хутран-ситрен.

давать

несов. 1. см. дать; давай книгу кĕнеке пар; 2. повел. давай(те) разг. айтăр, тавай, атя; давайте поговорим айтăр калаçса пăхар; 3. повел. давăй(те) пуçла, тытăн; он давай нас пробирать вăл пире вăрçă пуçларĕ; я давай кричать эпĕ кăшкара пуçларăм.

давно

нареч. 1. (много времени тому назад) тахçанах, ĕлĕкех, авалах; я давно приехал эпĕ тахçанах килтĕм; 2. течение долгого времени) нумайранпа, чылайранпа, тахçантанпа; я давно работаю над этой книгой эпĕ ку кĕнекепе тахçантанпах ларатăп; ◇ давно бы так тахçанах çапла кирлĕччĕ.

даже

частица усил. ⸗та [⸗те]; я даже представить себе не мог эпĕ ăна тавçăрса илме те пултараймарăм; эти слова даже выговорить страшно ку сăмахсене калама та хăрушă; даже ты не хочешь помочь эсĕ те пулин пулăшасшăн мар.

дальше

1. сравн. ст. от прил. далёкий 1—4 и нареч. далеко инçерех, леререх, катарах, аяккарах; я живу дальше вас эпĕ сиртен леререхре пурăнатăп; 2. нареч. (затем) малашне, малалла, унтан, вара, хыççăн; дальше что будет? малашне мĕн пулĕ-ши?; 3. нареч. разг. (больше) малалла, урăх, текех; я дальше не стал слушать эпĕ урăх итлемерĕм; ◇ дальше (ехать) некуда малалла кайма çук; дальше больше шалтан шала, шалтан та шала; дальше носа не видеть сăмсаран аякрине ан кур.

даром

нареч. 1. (бесплатно) тӳлевсĕр, укçасăр, ахаль, таках, тарам; 2. разг. (дёшево) йӳнĕ хакпах, йӳнĕпе, ахаль тенĕ пекех; я это купил совершенно даром эпĕ ăна йӳнĕ хакпах илтĕм; 3. (бесполезно, напрасно) харам, уссăр, ахалех; весь день прошёл даром яра кун уссăр иртрĕ; ◇ даром не пройдёт что, кому ахаль иртмест; даром что... прост. пулсан та, пулин те, куть.

дать

сов. 1. кого-что, в разн. знач. пар; дать книгу кĕнеке пар; за книгу ты сколько дал? кĕнекешĕн мĕн чухлĕ патăн?; 2. что (устроить, организовать) ирттер, пар; дать обед в честь юбиляра юбиляра хисеплесе апат ирттер; дать концерт концерт ирттер; 3. по чему, во что, разг. (ударить) çап, пар, тыттарса яр; дать по рукам алăсенчен çап; 4. повел. дай(те) кӳр, тай; дайте я вам помогу кӳр эп сире пулăшам; ◇ дать волю ирĕк парăр кăна; дать знать систер, пĕлтер, хыпарла; ни дать ни взять каснă лартнă; я тебе дам (угроза) эпĕ сана кăтартăп-ха (хăратни).

дважды

нареч. 1. икĕ хут, икĕ хутчен, иккĕ; я дважды был у него эпĕ ун патĕнче икĕ хутчен пулнă; 2. мат. икĕ хут; дважды пять десять икĕ хут пиллĕк — вуннă.

день

м. кун; солнечный день хĕвеллĕ кун; Международный женский день Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ; ◇ в дни моей юности эпĕ çамрăк чухне; день ото дня кунсерен; третьего дня виçĕмкун; изо дни в день кунран-кун, кашни кун; на днях çак кунсенче; целыми днями кунĕ-кунĕпе; день и ночь кунĕн-çĕрĕн; порядок дня кун йĕрки; (расти) не по дням, а по часам кунпа мар, сехетпе (ӳс); среди (средь) бела дня тар кăнтăрла; со дни на день 1) одного дня на другой) кунран-куна; 2) ближайшее время) çак кунсенчех, çывăх вăхăтрах; считанные дни шутлă кунсем.

дёшево

нареч. йӳнĕ; я дёшево отделался эпĕ çăмăллăн çăлăнтăм; дёшево стоит нимĕ те пĕлтер мест.

до

предлог с род. п. 1. (прежде, раньше) ⸗чен, ⸗ччен; до вечера каçчен; до революции революциччен; 2. (при указании предела, границы) ⸗а [⸗е], -на [⸗не] çитиччен; до города пять километров хулана çитиччен пилĕк километр; мы добежали до леса эпир вăрмана чупса çитрĕмĕр; 3. (приблизительно, около) ⸗а [⸗е] яхăн, -на [⸗не] яхăн, ⸗алла [⸗елле]; зал вмещает до тысячи человек зала пине яхăн çын вырнаçать; мороз доходит до 30 градусов сивĕ 30 градусалла çитет; ◇ до каких пор хăçанччен; до сих пор ку таранччен; до свидания тепре куриччен; до чего мĕн тери, çав тери; до чего жаль! мĕн тери шел!; до чего интересная книга! çав тери интереслĕ кĕнеке!; мне не до смеху манăн кулас шухăш мар; что до меня, то я согласен эпĕ пулсан, унпа килĕшетĕп.

добраться

сов. разг. 1. до кого-чего çит, килсе çит, тапаланса çит, çитсе ӳк; добраться до дому киле çитсе ӳк; 2. до кого (добиться свидания с кем-л.) лек, çит; 3. (дойти до какого-л. места при чтении) çит; добраться до конца главы сыпăк вĕçне çит; 4. разг. (прилагая старания, узнать) пĕл, ăнлан; добраться до истины чăнлăха ăнлан; ◇ я ещё до него доберусь! лекет-ха вăл пĕрре ман алла, эпĕ ăна кăтартăп-ха!

добудиться

сов. разг. ыйхăран вăратса çитер; я не мог его добудиться эпĕ ăна вăратаймарăм.

доверять

несов. 1. см. доверить; 2. кому-чему (верить) ĕнен, шан; я ему во всём доверяю эпĕ ăна пур енчен те шанатăп.

доглядеть

сов. 1. что (досмотреть) пăхса пĕтер, пăхса тух; доглядеть пьесу пьесăна пăхса пĕтер; 2. кого-что, за кем-чем и без доп., чаще с отриц. асту, пăхса çитер, пăхса усра; я не доглядел эпĕ пăхса çитереймерĕм.

дозваться

сов. кого, разг. ченсе ил; я еле его дозвался эпĕ ăна аран-аран чĕнсе илтĕм.

должник

м. прям, и перен. парăмлă çын; я ваш должник эпĕ сире парăмлă.

доподлинно

нареч. разг. чăн, чăннипе, тĕрĕс, тĕрĕссипе; мне это доподлинно известно эпĕ кăна тĕрĕссипе пĕлетĕп.

допытаться

сов. разг. ыйтса пĕл, тĕпчесе пĕл, тĕпле; я допытался, где он был эпĕ вăл ăçта пулнине ыйтса пĕлтĕм.

дорисовать

сов. 1. кого-что ӳкерсе пĕтер; ӳкерсе çитер; дорисовать картину картинăна ӳкерсе пĕтер; 2. что, перен. (мысленно дополнить) шухăшра туса çитер; я мысленно дорисовал картину ӳкерчĕке эпĕ шухăшра туса çитертĕм.

думать

несов. 1, о ком-чём, над чем и без доп., в разя. знач. шухăшла; 2. с неопр. (полагать, намереваться) шутла, ĕмĕтлен; я думаю завтра завершить работу эпĕ ĕçе ыран пĕтерме шутлатăп; 3. о ком-чём (заботиться) шухăшла, хыпăн, çун, тăрăш; он думает только о семье вăл семйи çинчен кăна шухăшлать; ◇ думать нечего ним шухăшламалли те çук; не долго думая нумай шухăшласа тăмасăр; и не думаю шухăшламастăп та; я думаю! чăнах та!

его

мест. 1. личн. род., вин. п. ед. от он, оно унăн, ăна; я видела его эпĕ ăна куртăм; 2. притяж. унăн; его дом унăн çурчĕ; по его мнению унăн шухăшĕпе.

едва

1. нареч. (очень мало; очень слабо) пит сахал, кăшт çеç, кăштах; аран-аран; едва заметные строки кăшт çеç палăракан йĕркесем; 2. нареч. (чуть) кăшт кăна, кăшт çеç; я едва не упал эпĕ кăшт кăна ӳкеймерĕм; 3. нареч. (с трудом) аран, аран-аран; я едва дошёл до дому эпĕ киле аран çитрĕм; 4. союз (как только) çеç, кăна; он едва вышел, как полил дождь вăл тухрĕ çеç, çумăр чашлаттарса ячĕ; едва-едва аран-аран; едва ли не... ...темелле; едва ли не самый лучший чи лайăххи темелле.

еле

нареч. 1. (едва) аран, кăшт çеç; он еле жив остался вăл кăшт çеç чĕрĕ юлнă; 2. (насилу, с трудом) аран, пĕтĕм вайран; я еле поднял ящик эпĕ ещĕке аран-аран çĕклерĕм; ◇ еле-еле аран-аран; еле-еле душа в теле аран-аран сывлать (йывар чирпе аптăракан е питĕ ватă çын çинчен):

ею

мест. личн. тв. п. ед. от она унпа; я разговаривал с нею эпĕ унпа калаçрăм; они ею довольны вĕсем унпа кăмăллă.

жаль

1. в знач. сказ, безл., кого-что шел; хĕрхенни, шеллени; жаль его шел ăна, шеллес килет; ему до смерти жаль брата вăл пиччĕшне (шăллĕне) çав тери хĕрхенет; 2. в знач. сказ., кого-что, чего и с неопр. (о чувстве грусти, горечи) шел; йывăр; хуйхăрни, шеллени; мне не жаль прошлого иртнишĕн эпĕ хуйхăрмастăп; жаль, что вы уезжаете шел, эсир каятăр; мне жаль слышать это кăна итлеме йывăр мана; 3. в знач. сказ., безл. чего или с неопр. (о нежелании тратить) шел, шалккă; 4. в знач. вводн. сл. шел; жаль, он не видел тебя шел, вăл сана кураймарĕ.

же

союз 1. против. вара; он остаётся, я же уезжаю вăл юлать, эпĕ вара каятăп; 2. присоед. вара, та, те; -çке; виделись же они каждый день курнăçма вара вĕсем кулленех курнăçнă.

живо

нареч. 1. (ясно, отчётливо) уççăн, лайăх, чĕррĕн; 2. (сильно, остро) питĕ хытă; это всех живо заинтересовало ку пурне те хытă интереслентерчĕ; 3. (оживлённо) хавхаланса, хĕрӳллĕн, хĕрӳленсе; 4. разг. (быстро) хăвăрт, васкавлăн, вăр-вар; я живо оделся эпĕ хăвăрт тумлантăм.

живой

прил. 1. (обладающий жизнью) чĕрĕ; живые цветы чĕрĕ чечексем; ловить зайца живым мулкача чĕррĕн тыт; 2. (относящийся к живому или растительному миру) чĕрĕ; живая природа чĕрĕ çутçанталăк; 3. (полный жизненных сил) чĕрĕ, çивĕч, йӳрĕк; вичкĕн, шухă; живой ребёнок çивĕч ача; 4. (подлинный, реальный) чăн, чăн-чăн, чĕрĕ; пурнăçри, пурнăçран илнĕ; живая жизнь чĕрĕ пурнăç; живое дело чĕрĕ ĕç; 5. (деятельный, остроощущаемый) тимлĕ; хĕрӳллĕ; питĕ пысăк; живое участие тимлĕ хутшăнни; живое желание питĕ пысăк кăмăл; 6. (яркий, выразительный) чĕрĕ; илемлĕ; живой образ чĕрĕ сăнар; живая речь чĕрĕ пуплев, чĕрĕ калаçу; 7. только в краткой ф., чем (черпающий силу в чём-либо): я жив надеждой эпĕ шанăçпа пурăнатăп; ◇ живой вес чĕрĕ виçе; живая вода фольк. чĕрĕлĕх шывĕ; живая газета чĕрĕ хаçат (хыпар сарса çӳрекен çын çинчен); живая изгородь чĕрĕ хӳме (йăвă лартса тухнă йывăçсен речĕ); живой инвентарь чĕрĕ инвентарь (ĕç выльăхĕсем), живая очередь чĕрĕ черет (çынсем черет йышăнса кĕтсе тăни); живой портрет чĕрĕ сăнлăх; живая рана чĕрĕ суран; живая связь чĕрĕ çыхăну; живая сила чĕрĕ вăй (çынсем, выльăх-чĕрлĕх); живое слово чĕрĕ сăмах; живого слова не услышишь чĕрĕ сăмах илтеймĕн; живой ум çивĕч ăс; живого лица нет на ком-л. питĕнче этем сăнĕ çук; живого места нет аманман вырăн та çук; живым манером вăр-вар, хăвăрт; взять (брать) за живое, задеть (затронуть) за живое хумхатса яр, чуна кайса тив; на живую нитку кăшт-кашт, начар; на живую руку васкаса; ни живой души пĕр чун та; жив-здоров чип-чипер, тĕрĕс-тĕкел; ни жив ни мёртв ни чĕрĕ ни вилĕ.

жутко

хăрушă, сехре хăппи; жутко ехать лесом ночью çĕрле вăрманпа пыма хăрушă; 2. в знач. сказ. безл. хăрамалла, шик тапранать, сехре хăпса тухать; мне жутко эпĕ хăратăп.

за

предлог 1. с те. п. (на вопрос «где?») хыçра, хушăра, тулашĕнче, леш енче; стоять за дверью алăк хыçĕнче тăр; сидеть за столом сĕтел хушшинче лар; жить за рекой çырма леш енче пурăн; отдыхать за городом хула тулашĕнче кан; 2. с вин. п. (на вопрос «куда») хыçă, хушша, тулашне, леш енне, тепĕр енне; сесть за стол сĕтел хушшине лар; за спину çурăм хыçне; за реку шыв леш енне; уехать за город хула тулашне кай; сесть за пианино пианино калама лар; 3. с тв. п. (позади, вслед, следом) хыççăн, хыçран; один за другим пĕрин хыççăн тепри; за мной ман хыççăн; читать книгу за книгой кĕнеке хыççăн кĕнеке вула; 4. с тв. п. (во время чего-л. — на вопрос «когда?») хушшинче, вăхăтĕнче, чух; за работой ĕç вăхăтĕнче; за разговорами калаçнă хушăра; за ужином каçхи апат çине чух; 5. с вин. п. (указывает на начало действия) ⸗а [⸗е], ⸗ма [⸗ме]; взяться за работу ĕçе тытăн; сесть за шитьё çĕлеме лар; 6. с вин. п. (в течение, в продолжение) ⸗та [⸗те], ⸗ра [⸗ре], ⸗че, вăхăтра, хушăра; сделать за час пĕр сехет хушшинче туса пĕтер; за это время çак хушăра; за время отпуска отпуск вăхăтĕнче; 7. с вин. п. (раньше, до) маларах, малтан; за день до отъезда тухса кайиччен пĕр кун малтан; за два месяца до.. ⸗ччен икĕ уйăх малтан; 8. с вин. п. (позднее, больше, сверх) ытла, ытлашшипех, иртет, иртнĕ; мороз за двадцать градусов сивĕ çирĕм градус ытла, сивĕ çирĕм градусран та иртет; ему далеко за сорок вăл тахçанах хĕрĕхрен иртнĕ; уже за полночь çурçĕр иртнĕ ĕнтĕ; 9. с вин. п. (на расстоянии). ⸗а [⸗е], ⸗та [⸗те], ⸗ра [⸗ре], ⸗ран [⸗рен], çити, урлă; ехать за сто километров çĕр километра кай; находиться за двадцать километров от города хуларан çирĕм километрта вырнаç (е тăр, пул); за три дома от угла кĕтесрен виçĕ çурт (е кил) урлă; 10. с вин. п. (по причине, вследствие) ⸗ран [⸗рен], ⸗тан [⸗тен], ⸗шăн [⸗шĕн], пирки; уважать за честность тӳрĕ кăмăлшăн хисепле; за отсутствием улик айăплама сăлтав çук пирки; за недостатком времени вăхăт çукран; 11. с тв. п. (с целью, для чего-л.) патне, ⸗ма [⸗ме]; пойти за водой шыв ăсма (е шыв патне) кай; послать за вещами япала патне яр, япала илме яр; очередь за билетами билет черечĕ; 12. с вин. п. (ради, в пользу, в защиту) ⸗шăн [⸗шĕн], майлă пул; сражаться за родину тăван çĕршывшăн кĕреш; борьба за мир во всём мире пĕтĕм тĕнчери миршĕн пыракан кĕрешӳ; заступиться за кого-либо хута кĕр, майлă пул; 13. с тв. п. (при обозначении лица или предмета, на которые направлено действие) ⸗а [⸗е], ⸗на [⸗не]; ухаживать за больными чирлисене пăх; следить за чистотой тасалăха асăрхаса тăр; 14. с вин. п. (при обозначении лица, предмета, который берут, которого касаются и т. п.) ⸗тан [⸗тен], ⸗ран [⸗рен], ⸗чен; взять за руку алăран тыт; дёрнуть дверь за ручку алăка хăлăпĕнчен турт; 15. с вин. п. (при обозначении лица, предмета, вызывающих какие-л. чувства) ⸗шăн [⸗шĕн]; я рад за вас эпĕ сирĕншĕн хавас; мне стыдно за тебя мана саншăн намăс; благодарю вас за билет сире билетшăн тав тăватăп; 16. с те. п. (при обозначении лица, места и т. п., которому присуще какое-л. свойство) ⸗ăн [⸗ĕн], ⸗та [⸗те], ⸗ра [⸗ре]; за ним замечается такая привычка унăн çавăн пек йăла пур; 17. с вин. п. (в обмен, по цене) ⸗а [⸗е], ⸗ла [⸗ле]; за деньги укçалла; за плату тӳлевле; купить за десять рублей вунă тенкĕпе ил; 18. с вин. п. (вместо, взамен) ⸗шăн [⸗шĕн], вырăнне; подписаться за неграмотного хутла пĕлмен çыншăн алă пус; работать за товарища юлташшăн ĕçле; 19. с вин. п. (в качестве) вырăнне; принять за правило йĕрке вырăнне йышăн; оставаться за директора директор вырăнне юл; 20. с тв. п. (при указании лица, от которого зависит наступление какого-л. действия) ⸗тан [⸗тен], ⸗ран [⸗рен]; дело за вами ĕç сирĕнтен килет; очередь за вами сирĕн черет; 21. с тв. п. с чем-л. ⸗нă [⸗нĕ], ⸗лă [⸗лĕ]; приказ за подписью директора директор алă пуска приказ; письмо за 210 210-мĕш №-лĕ çыру; ◇ за исключением ⸗сăр [⸗сĕр] пуçне, ⸗ран [⸗рен] пуçне, ⸗а [⸗е] шутламасăр; ни за что ним парсан та, ним тусан та; ни за что ни про что ним (е пĕр) айăпсăр, айăпсăр-сăлтавсăр; за ваше здоровье сирĕн сывлăхшăн.

зависеть

несов. 1. (находиться в подчинении) ⸗ран [⸗рен], ⸗тан [⸗тен] кил; çыхăн; пăхăн, пăхăнса тăр; я ни от кого не завишу эпĕ никама та пăхăнмастăп; 2 (быть обусловленным) ⸗ран [⸗рен], ⸗тан [⸗тен] кил; успех дела зависит от нас самих ĕç ăнасси хамăртан килет.

заглянуть

сов. 1. (взглянуть) пăх, пăхса ил; уçса пăх; пăхкала (йăпăрт, хăвăрт); заглянуть в окно чӳречерен пăхса ил; заглянуть в журналы журналсене пăхкала; заглянуть бы мне в его душу перен. эпĕ унăн чунне уçса пăхăттăм; 2. (о солнце, луне и т. п.) çутат, çит, ӳк, кĕр; туда солнце не заглянет унта хĕвел кĕрсе курмасть; свет луны заглянул в окошко уйăх çути чӳречерен ӳкрĕ; 3. разг. (зайти мимоходом) кĕрсе тух (иртсе çӳренĕ чух).

заметить

сов. 1. кого-что (увидеть, приметить) кур, асăрха; заметить в толпе знакомого халăх хушшинче палланă çынна асăрха; 2. кого-что (запомнить, приметить) асту, астуса юл, асра тыт, асра тытса юл, пăхса юл; я хорошо заметил эти места эпĕ вăл вырăнсене лайăх астуса юлтăм; я за ним ничего дурного не заметил эпĕ ун çумĕнче ним усаллине те асăрхамарăм; 3. что (пометить, отметить) паллă ту, палăрт; заметить нужную страницу кирлĕ страницăна паллă ту; 4. что и без доп. (сказатьу сделать замечание) кала, асăрхаттар.

заподозрить

сов. 1. кого в чём ...тесе шутлама пуçла (е тапрат, тытăн); заподозрить во лжи суять тесе шутлама пуçла; заподозрить в обмане улталать тесе шутлама пуçла; 2. что (предположить) ...пуль тесе шутлама пуçла (е тапрат, тытăн); заподозрить неправду тĕрĕс мар пуль тесе шутлама пуçла; я сразу заподозрил, что тут дело неладно эпĕ тӳрех кунта ĕç йĕркеллĕ мар пуль тесе шутларăм.

заразить

сов. 1. кого-что ерт, чирлеттер; заразить гриппом грипп ерт; 2. что (испортить) сиенлет, сиенлентер, пăс (сывлăша); çаптар, кăлар (шăршă); заразить воздух сывлăша пăс, шăршă кăлар; 3. кого, перен. (внушить какое-л. чувство, передать склонность к чему-л.) вĕрент; ерт; хăнăхтар; заразить страхом хăракан ту; меня заразило его волнение ăна кура эпĕ те хумханма тытăнтăм.

заразиться

сов. 1. (получить заразу) чир ерт; 2. перен. (воспринять от другого) вĕрен; заразиться весельем (ыттисене кура) савăнма тытăн; от него я заразился страхом ăна кура эпĕ те хăрама тытăнтăм.

застать

сов. 1. кого-что (успеть увидеть) кур, тĕл пул, туп; я его застал дома эпĕ ăна килĕнче тĕл пултăм; 2. кого (найти в каком-л. положении) пырса кĕр, тыт, кур; застать врасплох кĕтмен çĕртен пырса кĕр (е тыт); застать мёртвым виллине çеç кур.

затем

нареч. 1. (потом) унтан, вара, кайран; затем он замолчал унтан вăл шăпланчĕ; 2. (для того) çавăнпа, çавăншăн, çавăн пирки, тесе; я затем и пришёл, чтобы помочь вам эпĕ сире пулăшас тесе килтĕм те.

затмение

с. 1. астр. тĕттĕмленни; затмение солнца хĕвел тĕттĕмленни; 2. разг. (помрачение сознания) минресе (е анраса) кайни, ăнкарми пулни (вăхăтлăха); на меня словно какое-то затмение нашло эпĕ минресе кайнă пек пултăм.

затратить

сов. что 1. тăкакла, тăкак ту, пĕтер; затратить деньги укçа-тенкĕ тăкакла; 2. (употребить, потратить) тăкакла; хур, яр, ирттер; затратить много усилий нумай вăй хур; на путешествие я затратил десять дней эпĕ çул çӳресе вунă кун ирттертĕм.

затрудниться

сов. чем, в чём и с неопр. 1. (испытать затруднение) аптраса тăр (е ӳк), ⸗ма [⸗ме] йывăр; я затруднился ответить эпĕ ответлеме аптраса тăтăм; 2. (усложниться) йывăрлан, кăткăслан (лару-тăру).

захотеть

сов. чего и с неопр. кăмăл ту, шут тыт, те; пул, кил, ыйт; захотеть есть çиес кил; я обещал ему дать всё, чего он захочет эпĕ ăна мĕн ыйтнине пурне те пама пултăм.

здесь

нареч. 1. (в этом месте) кунта, çаканта, çак вырăнта; я живу здесь эпĕ çакăнта пурăнатăп; 2. (в этом случае) кунта; ку ĕçре; здесь я ничем не могу помочь кунта эп нимпе те пулăшма пултараймастăп; ◇ одна нога здесь, другая там пĕр ури кунта, тепри лере.

злость

ж. тарăху, хаярлăх, çилĕ, вĕче; побледнеть от злости тарăхнипе шуралса (е кăвакарса) кай; злость меня взяла эпĕ тарăхса кайрăм, манăн çилĕ тулса килчĕ.

знакомый

прил. 1. (известный) курнă-илтнĕ, палланă, паллакан; знакомая мелодия илтнĕ кĕвĕ; знакомые горы курнă тусем; 2. (изведавший) тӳссе ирттернĕ, курнă; я знаком с трудностями жизни эпĕ пурнăç хури-шуррине куркаланă; 3. (состоящий в знакомстве с кем-л.) паллашнă, пĕлнĕ, пĕлĕш; мы с ним с детских лет знакомы эпир унпа пĕр-пĕрне ачаранпах пĕлетпĕр; 4. в знач. сущ. знакомый м., знакомая ж. пĕлĕш.

знать

несов. 1. (иметь сведения о ком-чём-л.) пĕл; я о нём ничего не знал эпĕ ун çинчен нимĕн те пĕлмен; 2. (обладать знанием чего-л.) пĕл, чухла; знать математику математикăна пĕл; 3. (быть знакомым с кем-л.) пĕл; палла; я этого человека хорошо знаю эпĕ ку çынна лайăх пĕлетĕп; 4. (понимать) пĕл, ăнлан, чухла, туй, сис; я знаю, зачем вы пришли ко мне эпĕ эсир ман пата мĕншĕн килнине чухлатăп; 5. (испытывать) пĕл, кур, тӳс; он не знал горя вăл хуйхă курман; 6. (соблюдать; признавать) пĕл, палла; я его знать не хочу манăн ăна пĕлессĕм те килмест; моё терпенье не знает предела манăн чăтăмлăхăн виçи те çук; 7. в знач. вводн. сл. знаешь, знаете пĕлетĕн-и, пĕлетĕр-и; ◇ знать меру виçене пĕл; знать своё место хăвăн вырăнна пĕл; знать цену кому-чему-либо хаклама пĕл; знать не знаю нимĕн те пĕлместĕп; не знать сна (или покоя, отдыха) канма та ан пĕл; то и знай пĕрех май, ялан, шав; как знаешь мĕнле пĕлетĕн, мĕнле пултаратăн; ху пĕлнĕ пек, хăвăн ирĕкӳ; будешь знать, как... вĕрентĕп-ха, катартăп-ха; надо (или пора) и честь (или совесть) знать кайма вăхăт; знай наших пăх та кур пире.

и

союз 1. соед. тата, та [те], ⸗па [⸗пе], ⸗са [⸗се]; наука и практика наукăпа практика; подумать и согласиться шухăшла та килĕш; догнать и перегнать çитсе иртсе кай; 2. перечисл. и... и... ..та [те] ...та [те]; и тот и другой вăл та ку та, лешĕ те тепри те; 3. присоед. (действательно) та [те]; он собирался уехать и уехал вăл кайма хатĕрленнĕччĕ (те), кайнă та; 4. (именно) та [те] ĕнтĕ; о вас и говорят сирĕн пирки калаççĕ те ĕнтĕ; этого я и ждал эпĕ çакна кĕтнĕ те ĕнтĕ; 5. уступ. (хотя) та [те],... (анчах); и пошёл бы, да некогда кайăттăм та, вăхăт çук; 6. уступ. (тем не менее) çапах, çапах та, пулин те; мужчина и плачет! хăй арçын, çапах (та) йĕрет!; ◇ и так далее (и т. д.) тата ытти те (т. ыт. те); и прочее пр.) урăххи те; и тому подобное т. п.) тата çавнашкалли те.

извериться

сов. в ком-чём шанчăк çухат, ĕненме пăрах; шанми пул; я изверился в нём окончательно эпĕ ăна пачах шанми пултăм.

извести

сов. 1. что, разг. (истратить) тăкакла, салатса яр, тăккаласа пĕтер; я извёл все деньги эпĕ укçана пĕтĕмпех салатса пĕтертĕм; 2. кого-что (уничтожить) тĕп ту, пĕтер; извести мух шăнасене пĕтер; 3. кого, разг. (измучить) халтан яр, тăнран яр, тинкене кăлар, тарăхтарса (е аптăратса) çитер.

изволить

несов.: чего изволиите? мĕн кирлĕ?, мĕн тăвас тетĕр?; изволь(те), я согласен юрать, эпĕ килĕшетĕп; извольте сами судить хăвăрах шухăшласа пăхăр; извольте сесть тархасшăн ларăр.

измокнуть

сов. разг. витĕр йĕпен; я весь измок эпĕ витĕрех йĕпентĕм.

их

мест. 1. личн. род., вин. п. мн. от они вĕсене, вĕсем; я их вижу эпĕ вĕсене куратăп; их было тридцать вĕсем вăтăрăн пулнă; 2. притяж. мн. вĕсен, вĕсенĕн; это их книги ку вĕсен кĕнекисем.

к

предлог с дат. п. 1. (при обозначении направленности действия в сторону кого-чего-л.) пата, патне; енне, хĕр(ри)не, ⸗а [⸗е]; идти к станции станци патне кай; плыть к берегу çыран хĕррине иш; повернуться к окну чӳрече енне çаврăн; ходить от дома к дому килĕрен киле çӳре; письмо к товарищу юлташ патне янă çыру; обращение к молодёжи çамрăксене чĕнсе калани; он обратился ко мне вăл манран ыйтрĕ; 2. (при обозначении времени, срока) тĕлне, çĕре, валли, енне, ⸗а [⸗е]; к первому марта мартăн пĕрремĕшĕ тĕлне; к часу пĕр сехет тĕлне, пĕр сехете; к моему возвращению эпĕ таврăннă çĕре; к следующему году çитес çул валли; к утру ир енне; к пятидесятилетию со дня рождения аллă çул тултарнă тĕле; 3. (при обозначении прибавления, присоединения) çумне, çине; к двум прибавить три иккĕ çумне виççĕ хуш; 4. (при обозначении цели, мотива, побуждения) ⸗а [⸗е], ⸗ма [⸗ме]; готовиться к экзаменам экзаменсене хатĕрлен; готовиться к выступлению тухса калаçма хатĕрлен; приучить к порядку йĕркене вĕрент; 5. (при обозначении назначения) валли ⸗ма [⸗ме], ⸗малли [⸗мелли]; приказ к выступлению çула тухмалли приказ; тезисы к докладу доклад тезисĕсем, доклад тумалли тезиссем; пуговицы к пальто пальто тӳмисем; 6. (при обозначении чувства, отношения) ⸗а [⸗е]; любовь к родине тăван çĕршыва юратни; ненависть к врагу тăшмана курайманлăх; уважение к старшему аслине хисеплени; 7. (в заглавиях) пирки, патне, çумне; к вопросу о народонаселении халăх йышĕ çинчен тăракан ыйту пирки; ◇ к счастью телее; к сожалению шел пулин те; к слову сказать сăмах майĕн каласан; к примеру сказать тĕслĕхшĕн каласан; принять к сведению асра тыт; принять к исполнению пурнăçа кĕрт; лицом к лицу куçа-куçăн; плечо к плечу çума-çумăн; к тому же çитменнине тата.

как

1. нареч. вопр. мĕнле?, епле?, мĕн; как ему не радоваться? епле савăнас мар-ха унăн? как вы сказали? мĕнле каларăр эсир?; 2. нареч. образа действия (каким образом) мĕнле, епле; покажите, как написать мĕнле çырмаллине кăтартăр; 3. нареч. определит, мĕнле, епле; как я рад тебя видеть! епле хавас эпĕ сана курма!; 4. нареч. времени (когда) ⸗сан [⸗сен]; я и вам зайду, как в город приеду хулана пырсан, эпĕ сирĕн пата кĕрĕп; 5. нареч. относ. пек; мĕнле.., çавăн пек; сделаю так, как вы просили хăвăр ыйтнă пек тăвăп; 6. частица мĕн, мĕнле, епле; как разве он тут? мĕнле, вăл кунта-и вара?; как нет? епле çук?; 7. союз сравн. пек, пекех, евĕр; на улице было много людей, как в праздник урамра халăх уяв чухнехи пек нумай пулнă; союз присоед.: ему как директору это должно быть известно ку ăна, директора, паллă пулмалла; как видно, он не придёт вăл килмест пулас; 9. союз временной чух, чухне, вăхăтра; ⸗сан [⸗сен], ⸗ранпа [⸗ренпе]; прошёл год, как мы расстались эпир уйрăлнăранпа çулталăк иртрĕ; 10. союз усл. разг. ⸗сан [⸗сен]; как приеду, напишу эпĕ çитсенех çырса ярăп; 11. союз выдел.-огранич. (с отрицанием «не») пулмасан, пуçсăр, пуçне; ⸗сан [⸗сен]; больше некому делать, как мне мансăр пуçне никам та тăвас çук; 12. союз изъясн. ⸗нине; мĕнле [епле] ..⸗нине; люди видели, как волк задрал овцу кашкăр сурăх тытнине çынсем курнă; ◇ вот как! ав мĕнле!; когда как хăçан мĕнле; как бы не так! çапла пулмасăр!; как бы то ни было кирек епле пулсан та; как будто пек, имĕш; как нарочно юри тенĕ пекех; как сказать мĕнле калас; как-никак мĕнле пулсан та; как так мĕнле апла; как можно больше май пур таран ытларах; как можно лучше май пур таран лайăхрах; как раз! шăпах!

каков

мест. 1. вопр. мĕнле, мĕнлескер, епле, еплескер; каков ваш дом? сирĕн çурчĕ мĕнлескер?; 2. относ. мĕнле, мĕнли, мĕнле.., çапла (е çавăн пек); я тебе покажу, каков наш сад пирĕн сад мĕнлине кăтартăп-ха сана; я вижу его таким, каков он есть вăл мĕнле, эпĕ ăна çапла куратăп; вот он каков! ав мĕнлескер вăл!

как-то

нареч. 1. (каким-то образом) темле, темле майпа, темшĕн, темĕскерле; он говорит как-то непонятно вăл темле ăнланмалла мар калаçать; 2. (однажды) пĕрре, пĕррехинче, тахçан; я как-то видел его эпĕ тахçан курнăччĕ ăна; 3. (неопределённость предположения об образе и способе действия) мĕнле, мĕнле-ши?; как-то они там поживают? мĕнле пурăнкалаççĕ-ши вĕсем унта?; 4. (а именно, например) калăпăр, сăмахран, çакăн йышши, ак çаксем.., пайăрласа каласан; мы купили различные ягоды, как-то: землянику, малину, смородину, крыжовник эпир тĕрлĕрен çырласем илтĕмĕр: çĕр çырли, хăмла çырли, хура çырла, йĕплĕ çырла.

капля

ж. 1. тумлам, пĕрчĕ; капли дождя çумăр тумламĕсем (е пĕрчисем); капли росы сывлăм пĕрчисем; 2. мед. шĕвĕ эмел; глазные капли куç эмелĕ; 3. разг. (малое количество) тумлам, пĕрчĕ, чĕптĕм, кăшт; ◇ я ни капли не испугался эпĕ кăшт та хăрамарăм; капля в море тинĕсри шыв тумламĕ пек (ытла та сахал); как две капли воды (похож) на кого-л. каснă-лартнă пĕр пек; ни капли пĕр тумлам та, пĕр чĕптĕм те, нимĕн чухлĕ те; до последней капли пĕтĕмпех, йăлтах; до последней капли крови юлашки юн тумламĕ юлмиччен; капля за каплей или капля по капле майĕпен-майĕпенех.

каяться

несов. 1. (испытывать сожаление) ӳкĕн; 2. (кому или перед кем) ӳкĕн, пăшăрхан; айăпа йышăн; 3. в знач. вводн. сл. каюсь йышăнатăп, тӳррине калатăп; каюсь, я обманул его тӳррине калатăп, улталарăм эпĕ ăна.

когда

1. нареч. вопр. хăçан; когда ты придёшь? эс хăçан килетĕн?; 2. нареч. времени (в какое время) хăçан; все это было, но только не помню когда пĕтĕмпех пулнă, анчах хăçан пулнине астумастăп; 3. нареч. определит. (с частицей «вот») хăçан; вот когда они нужны! акă хăçан кирлĕ вĕсем!; 4. нареч. неопр. прост. пĕр-пĕр, хăçан та пулин; хутран-ситрен; хăш чух, хăçан; я занимаюсь в библиотеке когда утром, когда вечером эпĕ библиотекăра хăш чух ирхине, хăш чух каçхине ĕçлетĕп; 5. нареч. относ. са [⸗се]; ⸗ас [⸗ес]; ⸗нă [⸗нĕ]; мы ждали, когда откроют магазин эпир магазин уçасса кĕтрĕмĕр; 6. союз временной (в то время как) чух, чухне, хушăра, вăхăтра, ⸗сан [⸗сен]; когда они отдыхали, мы работали вĕсем каннă чух эпир ĕçлерĕмĕр; когда дождь перестал, засияло солнце çумăр чарăнсан хĕвел пăхма пуçларĕ; 7. союз. усл. (если) пулсан, ⸗сан [⸗сен]; 8. союз изъясн. ⸗са [⸗се], ⸗не; он не любил, когда его тревожили вăл хăйне чăрмантарнине юратман; ◇ когда как хăçан мĕнле; редко когда сайра хутра, сайра пĕр чух; когда бы ещё тахçан-ха.

который

мест. 1. вопр. (по порядку) хăшĕ, хăш, миçемĕш; который из вас? сирĕнтен хăшĕ?; который час? миçемĕш сехет?; 2. относ. ⸗акан [⸗екен], ⸗нă [нĕ], ⸗ас [⸗ес]; дом, в котором я живу эпĕ пурăнакан çурт; 3. неопр. (не первый) миçе, миçемĕш; темиçе; который раз уж вижу я тебя миçемĕш хут куратăп ĕнтĕ сана; ◇ с которых пор хăçантанпа.

кроха

ж. тĕпренчĕк, пĕрчĕ, турам; у меня с утра ни крохи во рту не было эпĕ иртенпех ăша пĕр тĕпренчĕк те яман.

кстати

нареч. 1. (вовремя, в нужный момент) вырăнлă, шăп вăхăтлă; вы пришли кстати эсир шăп вăхăтлă килтĕр; 2. (заодно, вместе с тем) пĕрех хут; я пойду на базар, кстати зайду на почту эпĕ пасара каятăп, пĕрех хут почтăна кĕрсе тухăп; 3. (по этому поводу, в связи с этим) çавна май; 4. в знач. вводн. сл. сăмах май; кстати сказать сăмах май каласан.

куда

нареч. 1. вопр. ăçта, ăçталла; 2. вопр. разг. (зачем?, к чему?) ăçта, мĕн тума; куда мне столько вещей? мĕн тума кирлĕ мана ун чухлĕ япала?; 3. неопр. разг. (в какое-нибудь место) ăçта та пулин; если куда пойдёте, скажите мне ăçта та пулин каятăр пулсан, мана пĕлтерĕр; 4. относ. çĕре (е çĕрте), тĕле (е тĕлте), ăçта; я взглянул туда, куда показывал он эпĕ вăл кăтартнă çĕрелле пăхрăм; куда назначат, туда и поеду ăçта яраççĕ, çавăнта каятăп; 5. в знач. частицы, разг. чылай, нумай; куда сложнее, чем мы ожидали ĕç эпир кĕтнинчен чылай кăткăсрах; 6. в знач. усил. частицы, разг. уст. ытла та, питĕ; куда как весело! ытла та савăнăçлă!; куда Макар телят не гонял пит инçе; куда ни шло тепĕр тесен, мĕнех вара; ăçта каймасть.

ли

1. частица вопр. -и, -ши; сумею ли я это сделать? эпĕ кăна тума пултарăп-ши?; 2. частица (напр. при сомнении) -ши; вряд ли он придёт вăл килĕшĕ-ши; 3. союз разд. -и; был ли он там, не был ли — не знаю вăл унта пулнă-и, пулман-и, пĕлместĕп; 4. союз разд.-перечисл. е; сегодня ли, завтра ли е паян, е ыран.

лично

нареч. куçăн; хам, ху, хай; я явился лично эпĕ хам килтĕм; доложить мне лично хама куçăн кала (е пĕлтер).

мало

нареч. и в знач. сказ. в разн. знач. сахал, кăшт, çителĕксĕр; мало сделано сахал ĕçленĕ; мало кто знает об этом кун çинчен пĕлекен сахал; нам этого мало ку пире сахал; мало ли где я бывал эпĕ ăçта кăна пулман пулĕ; мало ли кто кам пулсан та; мало ли что бывает на свете тĕнчере темĕн те пулĕ; мало ли что он говорит вăл темĕн те калĕ; мало того в знач. вводн. сл. ку çеç те мар-ха; ни много ни мало нумай та мар, сахал та мар, шăп та лап.

мельком

нареч. 1. (недолго) кăшт, самантлăх, кĕске вăхăт хушши; мне не удалось даже мельком с ним повидаться эпĕ унпа самантлăха та курнăçаймарăм; 2. (бегло) кăшт-кашт, çиелтен; просмотреть книгу мельком кĕнекене çиелтен пăхкаласа тух; я об этом слышал мельком эпĕ кун çинчен хăлха хĕррипе илтнĕччĕ.

мигом

нареч. разг. самантрах, туххăм, куç хупса иличчен; я мигом схожу эпĕ самантрах кайса килетĕп.

мимоездом

нареч. разг. çула май, иртсе пынă май, иртсе пыруçăн (поездпа, машинăпа); мимоездом я заглянул к родным çула май эпĕ тăвансем патне кĕрсе тухрăм.

мысленно

нареч. ăсра, шухăшра; мысленно я много раз представлял эту встречу ăсра эпĕ темиçе хут шухăшланă ку тĕлпулу çинчен.

мысль

ж. 1. (мышление) шухăшлани, шухăшлав; 2. (продукт мышления) шухăш, идея; мелькнула мысль шухăш килсе кĕчĕ; блестящая мысль пит аван шухăш; основная мысль статьи статьян тĕп шухăшĕ; погрузиться в мысли шухăша пут; 3. мн. мысли (убеждения) шухăш-кăмăл, шухăш; я одних мыслей с вами эпĕ сирĕнпе пĕр шухăш-кăмăллă; ◇ задняя мысль см. задний.

надеяться

несов. 1. на кого-что, с неопр. и с союзом «что» (рассчитывать) ĕмĕтлен, ĕмĕт тыт, сун; он надеялся вернуться к сроку вăл вăхăтра çитме ĕмĕтленнĕ; 2. на кого-то (полагаться) шан, шанăç тыт; я на него надеюсь эпĕ ăна шанатăп.

найтись

сов. 1. (отыскаться) тупăн; книга нашлась кĕнеке тупăнчĕ; 2. (окаваться) пул, тупăн; нашлись желающие пойти туда унта каяс текенсем тупăнчĕç; не найдётся ли у вас карандаша? сирĕн кăранташ пулмĕ-ши?; всем нашлось дело пурне валли те ĕç тупăнчĕ; 3. (суметь выйти из затруднения) тавçăрса (е чухласа) ил; я не нашёлся, что ответить эпĕ хирĕç мĕн каламаллине тавçăрса илеймерĕм.

намереваться

несов. с неопр. шухăш (е шут) тыт, шухăшла, ⸗ас [⸗ес] те; я намереваюсь уехать завтра эпĕ ыран каяс тетĕп.

наоборот

нареч. 1. (в обратном порядке) кутăнла, тӳнтерле, тепĕр майлă (е енĕпе); прочитать слово наоборот сăмаха кутăнла вула; 2. (совершенно иначе) пачах урăхла, хирĕçле; он делает всё наоборот вăл пурне те хирĕçле тăвать; 3. в знач. вводн. сл. (напротив) çук, ун пек мар, пачах урăхла; я, наоборот, этого не думаю эпĕ, пачах урăхла, ун пек шухăшламастăп; 4. в знач. против. частицы (вовсе нет, напротив) çук, пачах урăхла; ругал? Наоборот, похвалил ятларĕ-и? — çук, мухтарĕ.

нарочно

нареч. 1. (с целью) юри, ятарласа, ятне; 2. разг. (в шутку) юри, ахаль, шӳт туса, шӳтлесе; я нарочно это сказал, не обижайтесь эпĕ ăна шӳт туса каларăм, ан кӳренĕр; ◇ как нарочно в знач. вводн. сл. юри тенĕ пекех.

насколько

нареч. мĕн чухлĕ (е тери, таран); насколько мне известно эпĕ пĕлнĕ тăрăх.

настроиться

сов. 1. (о музыкальном инструменте) ĕнерĕн, кĕвĕлен; 2. на что и с неопр. килĕш, кăмăл ту, шут тыт; я настроился пойти в кино эпĕ кинона кайма шут тытрăм.

начать

сов. что и с неопр. пуçарса яр, пуçла, пуçăн, тытăн; я начал писать письмо эпĕ çыру çырма тытăнтăм; начать сначала малтан пуçла; не знаю, с чего начать мĕнрен пуçăнмаллине пĕлместĕп.

не

частица 1. отриц. (при глаголах) ⸗маç [⸗меç], ⸗ма [⸗ме], ⸗м; (при повел. накл.) ан, мар; я не пойду эпĕ каймастăп; не бери ан ил; 2. (при именах и отрицательных глаголах) мар, ⸗маç [⸗меç], ⸗ма [⸗ме], ⸗м; не сейчас, а потом халь мар, кайран; не он вăл мар; не могу не прийти пымасăр юлма пултараймастăп; не раз пĕрре кăна мар, темиçе хут та.

невмоготу

парен, в знач. сказ, кому, разг. май çук, хал çук, чăтма (е тӳсме) çук, чăтмалла (е тӳсмелле) мар; мне уже невмоготу ждать эпĕ тек кĕтме пултараймастăп.

недосуг

м. и в знач. сказ., разг. вăхăт (е ерçӳ) çукки, ерçменни, пушă марри; сослаться на недосуг вăхăт çукки çине яр; мне недосуг пойти туда эпĕ унта кайма ерçместĕп.

нездоровиться

несов. безл. кому: мне нездоровиться эпĕ сывах мар.

некогда

нареч. и в знач. сказ. (нет времени) вăхăт (е ерçӳ) çук, пуша мар; мне некогда манăн вăхăт çук, эпĕ ерçместĕп.

немного

нареч. 1. кăшт (ах), пăртак, нумай мар; голова немного болит пуç кăшт ыратать; 2. нареч. (недолго) пĕр ластăк, пăртак; я отдохну немного эпĕ пĕр ластăк канам-ха; 3. в знач. сказ. нумай мар, сахал; это совсем немного ку пĕртте нумай мар.

непонятно

нареч. 1. ăнланмалла мар; 2. в знач. сказ. безл. ăнланма çук, ăнланмалла мар; мне непонятно эпĕ ăнланмастăп.

несколько

нареч. (немного, чуть-чуть) кăшт (ах), пăртак; я несколько устал эпĕ пăртак ывăнтăм; надо сделать несколько больше кăшт ытларах тумалла.

нет

1. в знач. сказ. безл. (не имеется) çук; у меня нет времени манăн вăхăт çук; нет ли у тебя карандаша? санăн кăранташ çук-и?; 2. частица отриц. çук, мар, ⸗ма [⸗ме]; я не согласен çук, эпĕ килĕшместĕп; ты силен, а я нет эсĕ вăйлă, эпĕ вăйлă мар; ◇ на нет и суда нет çукшăн суд та çук; ни да ни нет уçăмлăн (е татăклăн) каламанни; нет-нет да и... вăхăтран вăхăт; свести на нет 1) ĕçе пĕтерсе хур; 2) пĕлтерĕшне (е вăйне) пĕтерттер; сойти на нет пĕтсе лар, ним тĕшне тăми пул.

нога

ж. 1. ура; ◇ быть без задних ног халтан кай; быть одной ногой в могиле вилĕм патне çит; быть на дружеской ноге с кем-л. туслă пул; встать с левой ноги çилленсе (е тăрăхса) çӳре; идти в ногу (с кем-л.) харăç ут; 2. (с чем-л.) ĕçӳсене кампа та пулин килĕштерсе ту (кая ан юл); на широкую ногу пуян, улпутла; ноги моей не будет там эпĕ унта ура та ярса пусмастăп; перенести болезнь на ногах чире ура çинчех ирттерсе яр; со всех ног (броситься) тапса сик; стать на ноги) 1) (стать самостоятельным) уралан, ху тĕллĕн пурăнма тытăн; 2) (выздороветь) ура çине тăр, юсăнса çит.

ну

частица вопр. ну, чăнах-и; я сегодня уезжаю. Ну? эпĕ паян каятăп.— Чăнах-и?; ◇ да ну вас! эй тата сирĕнпе!; ну и ну! ай-ай!; ну нет! çук, çук!; ну тебя? кай-халĕ!; ну, хорошо ну, юрĕ.

обыкновенно

нареч. яланхи пек, ытти чухнехи пек; обыкновенно по утрам я делаю зарядку ирсерен эпĕ ялан тенĕ пек зарядка тăватăп.

обязанный

прил. 1. тивĕçлĕ; мы обязаны помогать друг другу эпир пĕр-пĕрне пулăшма тивĕçлĕ; 2. (испытывающий благодарность) парăмлă, тивĕçлĕ; я вам очень обязан эпĕ сире тав тума тивĕçлĕ.

обязать

сов. кого-что 1. (заставить сделать что-л.) хушса тутар, тума хуш; 2. (вызвать чувство благодарности) хуш, туйтар; ты меня очень обяжешь эпĕ сан умăнта парăмлă пулăп.

один

числ. 1. (число) пĕр, пĕрре; 2. в внач. прил. (без других, в одиночестве) пĕччен(ех); я остался один дома эпĕ килте пĕччен юлтăм; 3. в знач. прил. (одинаковый) пĕр, çав-çавах, пĕр пек, пĕрешкел; одного возраста пĕр çулта; одно и то же çав-çавах; 4. в знач. мест. (какой-то, некий) пĕр, тахăш; ему сказал один человек ăна пĕр çын каланă; 5. в знач. прил. (только, исключительно) çеç, анчах, кăна; один он может сделать это куна вăл çеç тума пултарать; 6. в знач. мест. (какой-то в ряду сходных) пĕри, пĕр; то один, то другой пĕри те тепри; 7. в знач. сущ. один м., одна ж., одно с. пĕри; одно другому не мешает пĕри теприне кансĕрлемест; ◇ все до одного см. весь; (все) как один (пурте) пĕр çын пек, пĕр кăмăлтан; в один голос см. голос; все одно см. весь; за один присест см. присест; один-единственный см. единственный; один конец см. конец; один на один пĕрме-пĕр; один-одинёшенек пĕр-пĕччен, тăр- (е хăр-) пĕччен; одним духом см. дух; одним махом см. мах; одним словом см. слово; одно к одному пĕри çине тепри; ставить на одну доску с кем-л. пĕр шута хур.

откуда

нареч. относ. и вопр. ăçтан; откуда идёшь? ăçтан килетĕн?; откуда он это знает? Вăл куна ăçтан пĕлет?; я положил книгу туда, откуда взял её эпĕ кĕнекене илнĕ çĕрех хутăм.

отроду

нареч. разг. ĕмĕрте те, нихçан та; я отроду здесь не бывал эпĕ кунта нихçан та пулман.

переваривать

несов. см. переварить; я его не перевариваю эпĕ ăна тӳсме пултараймастăп.

перед

(передо) 1. предлог с те. п. (напротив, впереди, поблизости кого-чего-л.) ума, умна, умне; умра, умăнта, умĕнче; передо мной ман умра, умăмра; сесть перед зеркалом куçхĕски умне лар; 2. (по отношению к кому-чему-л.) умра, умăнта, умĕнче; я виноват перед тобою эпĕ сан умăнта айăплă; отвечать перед законом закон умĕнче ответ тыт; 3. (по сравнению с кем-чем-л.) кам-мĕн çумĕнче; перед ним он ребёнок ун çумĕнче вăл — ача; 4. (за некоторое время до чего-л.) умĕн, ⸗ас (⸗ес) чухне, ⸗па, ⸗ччен; перед страдой ĕççи умĕн; перед рассветом çутăлас чухне; перед заходом солнца хĕвел анаспа.

плод

м. 1. çимĕç, çырла, улма-çырла; лесные плоды вăрман çимĕçĕ; неспелый плод пиçмен çимĕç; плоды бересклета кăпчанкă çырли; 2. (человека и животных) хырăм, хăм; 3. (результат) тунипе пулнă япала; это плод моих усилий ку эпĕ тăрăшнипе пулнă япала; ◇ запретный плод çиме хушман япала, тума хушман ĕç.

подняться

сов. 1. (вверх) хăпар, улăх, çĕклен; подняться на лифте лифтпа хăпар; подняться на гору ту çине улăх; 2. (взойти о светилах) хăпар, тух; луна поднялась уйăх тухнă; 3. (встать) тух, тăр, çĕклен; подняться с места вырăнтан тăр; подняться рано ирех тăр; я поднялся уходить эпĕ каяс тесе тăтăм; 4. перен. (увеличиться) ӳс, хăпар; производительность труда поднялась ĕç тухăçлăхĕ ӳсрĕ; 5. перен. (улучшиться) лайăхлан, самайлан, çĕклен; настроение поднялось кăмăл çĕкленчĕ; 6. (о тесте) хăпар (йӳçсе); 7. (возникнуть) тух, пуçланса кай, тапран; поднялась буря çил-тăвăл тухнă; 8. (стать более высоким) ӳссе кай; хăпар; рожь быстро поднялась ыраш часах ӳссе кайрĕ; 9. муз. хăпар; голос поднялся сасă хăпарчĕ; 10. (увеличиться, повыситься) ӳс, пысăклан, хăпар; цена поднялась хак ӳснĕ; у больного поднялась температура чирлĕ çыннăн температура хăпарса кайнă; 11. (попрвиться) çĕклен, юсан, самайлан; подняться на ноги ура çине тăр.

подозревать

несов. 1. кого-что çын çине шухăшла, ан шан, шиклен; 2. что, о чём (предполагать) тесе шухăшла; я подозреваю, что он заболел эпĕ вил чирлĕ пуле тесе шухăшлатăп.

подсчёт

м. 1. по гл. подсчитать; подсчёт прибыли тупăша шутлани; 2. мн. подсчёты шутласа кăларнă хисеп; по моим подсчётам эпĕ шутланă тăрăх.

пожалуй

вводн. сл. и частица пулĕ (те) пулмалла, ахăр, тен, ⸗тăр; я, пожалуй, немного задержусь эпĕ кăштах тытăнса тăратăп пулмалла.

позиция

ж. 1. вырăн, позици; удобная позиция майлă вырăн; 2. перен. (точка зрения) шухăш; мне известна его позиция эпĕ ун шухăшне пĕлетĕп.

пока

1. нареч. халлĕхе, вăхăтлăха, халь пока я занят халлĕхе эпĕ ерçместĕп-ха; 2. союз (в то время как) чух(не), вăхăтра, хушă(ра); пока он учится, надо ему помочь вĕреннĕ чухне пулăшмалла-ха ăна; куй железо, пока горячо посл. тимĕре хĕрнĕ чух туптаççĕ; 3. союз (до того времени, как) ⸗ччен, чух, ⸗па [⸗пе], таран; бери пока есть пур чух ил; покая не стемнело тĕттĕмлениччен; ◇ ну, пока, сывă пул, тепре курнăçиччен.

политика

ж. 1. политика; внутренняя и внешняя политика шалти тата тулашри политика; мирная политика мирлĕ политика; национальная политика наци политики; 2. разг. политика, чеелĕх, çаврăнăçулăх; я твою политику знаю эпĕ сан чеелĕхӳсене пĕлетĕп.

понятно

нареч. 1. ăнланмалла; говорите понятно ăнланмалла калăр; 2. в знач. вводи, сл. разг. паллах; я, понятно, обо всём напишу эпĕ, паллах, пурин çинчен те çырăп.

понять

сов. кого-что 1. ăнлан, чухла, ăнкар, тавçăр, тĕшмĕрт; глубоко понять тĕплĕн ăнланса ил; я не все понял эпĕ пĕтĕмпех ăнланса çитереймерĕм; понять двояко иккĕлле ăнлан; вас не поймёшь сире ăнланма çук; 2. (оценить по достоинству) хакла, пахала; ◇ дать понять систер.

поплясать

сов. что и без. доп. ташла, ташласа ил; ◇ смотри, ты у меня ещё попляшешь! эпĕ сана ташлаттарăп-ха!

поскольку

союз та, пулсан; поскольку я не очевидец, то и не могу об этом говорить эпĕ ăна курман та калама пултараймастăп.

последний

прил. 1. юлашки; последний ребёнок в семье асси, юлашки ача; я оказался в очереди последним эпĕ черетре юлашки пултăм; 2. (оставшийся к концу) юлашки; последняя краюшка хлеба çăкăр тĕпĕ, юлашки çăкăр; последние силы чун хавалĕ; 3. (предыдущий, предшествующий) юлашки; за последнее время ку яхăнта, халь хаççăн, юлашки вăхăтра; в последнюю неделю юлашки эрнере; 4. (самый новый) çĕнĕ, вĕрçĕнĕ, юлашки; последняя мода çĕнĕ мода; последние известия çĕнĕ хыпарсем; 5. (упомянутый) çав, асăннă; 6. (заключительный, решающий) юлашки, татăклă; последнее слово юлашки сăмах; 7. (высший) чи аслă, чи пысăк; последняя инстанция чи аслă инстанци; 8. (худший) чи юлашки, начар, начартан начар; последний бедняк чухăнтан чухăн çын; ◇ убрать урожай до последнего зерна тырпула пĕр пĕрчĕ юлми пухса кĕрт; до последнего вĕçне çитиччен.

поступить

сов. 1. (совершить какой-л. поступок, что-л. сделать) хăтлан, ту (мĕн те пулин); поступить плохо начар ту; он поступил правильно вăл тĕрĕс турĕ; я бы так не поступил эпĕ ун пек хăтланман пулăттăм; 2. (устроиться, зачислиться) кĕр, шăнăç, вырнаç; поступить на работу ĕçе кĕр; поступить учиться вĕренме кĕр; 3. (прибыть, попасть куда-л.) пыр, кил; в магазин поступили новые товары магазина çĕнĕ тавар килнĕ; книга поступила в продажу кĕнекене сута пуçланă; 4. (о воздухе, воде и т. п.) пырса çит, кĕр, кил; газ поступил в квартиры хваттерсене газ килчĕ.

потому

нареч. 1. çавăнпа та, çавна пула, çавăн пирки, çавăншăн; я не видел этого, потому не могу об этом говорить эпĕ ăна курман, çавăнпа та калама пултараймастăп; 2. (в составе союза потому что) мĕншĕн тесен, та [те]; майĕпе, пирки; скользко, потому что был дождь çумăр çунă та ура шăвать; деревья стоят тихо, потому что нет ветра йывăçсем çил çук майĕпе шăпăрт лараççĕ.

почём

нареч. разг. мĕн хак, мĕн чухлĕ тăрать, мĕне; почём мука? çăнăх мĕн хак?; почём продал? мĕне сутрăн (е патăн) ?; почём купил? мĕне илтĕн?; ◇ почём я знаю эпĕ ăçтан пĕлем.

почерк

м. почерк, (мĕнле) çырни, алă, çыру; некрасивый почерк илемсĕр çыру; детский почерк ача почеркĕ; писать крупным почерком шултра çыр; я знаю почерк своего друга эпĕ хам юлташăн аллине пĕлетĕп.

право

вводн. сл. (чăн) вара; я, право, не знаю эпĕ пĕлместĕп вара.

при

предлог с пред л. п. 1. (около, возле, у чего-л.) çывăхĕнче, патĕнче, çумĕнче, хĕрринче, аяккинче, таврашĕнче, çĕрте, ⸗та [⸗те], ⸗ра [⸗ре]; при входе кĕнĕ çĕрте; сад при доме пӳрт çумĕнчи сад пахчи; жить при станции станци çумĕнче пурăн; 2. (указывает на подчинённость, принадлежность) çумĕнче, ⸗ти, ⸗ри, ⸗чи, ⸗па [⸗пе], пĕрле; лаборатория при заводе заводри лаборатори; 3. (в присутствии кого-чего-л.) умĕнче, чухне, ⸗серен, ⸗сан [⸗сен], вăхăтĕнче; астăвасса; разговаривать при посторонних çын пур чух калаç; сделайте это при мне ман умра тăвăр ку ĕçе; этот дом построили при мне ку çурта эпĕ астăвасса турĕç; при каждом ударе çапмассерен; при сильном ветре сил вăйлă вĕрнĕ чух; 4. ⸗па [⸗пе]; документы при мне документсем хампа; жить при родителях аçу-аннӳпе пурăн; 5. (о наличии чего-л.) сан та, ⸗сен те, ⸗па [⸗пе], кура; при всей сложности вопроса ыйту епле кăткăс пулсан та; при твоих способностях сан пултарулăхупа; 6. (посредством, вследствие) ⸗ипе, ⸗са[⸗се ]; при содействии друзей тус(ĕ)сем пулăшнипе; ◇ быть при смерти вилме патне çит; при всём том апла пулсан та; при этом çав хушăрах, çавăнпа пĕрлех.

приметить

сов. кого-что, разг. асăрха, тесе, асăрхаса (е куçласа, тĕллесе, палăртса) хур, асту, астуса юл; я его давно приметил эпĕ ăна тахçанах асăрханă.

пробиться

сов. 1. (прорваться сквозь что-л.) шăтарса (е çĕмĕрсе, сирсе) тух (витĕр, урлă); 2. (о растительности) шăтса (е тапса) тух; пробилась лебеда мăян тапса тухнă; 3. перен. разг. тăрмаш, аппалан, муталан; я целый день пробился над этой проблемой ку ыйтупа эпĕ кунĕпе тăрмашрăм; 4. разг. (кое-как прожить) йӳнеçтеркеле, пурăнкала, тытăнса тăр; пробиться бы до весны çăва тухасчĕ.

проглотить

сов. 1. кого-что çăт, хып, çăтса (е хыпса) яр, хыпса çăт; быстро проглотить йăнкăлт çăтса яр; проглотить с шумом лăнкăрт çăт; 2. что, перен. разг. чăт; проглотить обиду кӳрентернине чăт; 3. что, перен. разг. хăвăрт (е йăпăр-япăр) вуласа тух; я проглотил эту книгу за один день эпĕ ку кĕнекене пĕр кунтах вуласа тухрăм; ◇ будто аршин проглотил йĕтĕр çăтнă; проглотить язык ан чĕн, шăпăрт пул; можно язык проглотить чĕлхӳне çăтса яран.

прождать

сов. кого-что, чего кĕт, кĕтсе тăр (е лар, ирттер); я прождал его целый час эпĕ ăна пĕр сехет кĕтрĕм.

прямо

нареч. 1. (по прямой линии) тӳрĕ, пӳкле, тӳрем; двигаться совершенно прямо тӳп-тӳрĕ пыр; идти прямо пӳкле кай; 2. (без наклона, изгиба) тӳрĕ, йăрăç, чанк; расти прямо йăрăс ӳс; ходить, держась прямо чанк каçăрăлса ут; 3. (без заездов, пересадок; непосредственно) тӳрех; я еду прямо к вам эпĕ тӳрех сирĕн пата пыратăп; приступить прямо к делу тӳрех ĕçе тытăн; 4. (откровенно) тӳррипе, пат, тӳрех; сказать прямо пат кала; 5. в знач. усил. частицы, разг. чăннипе, чăн(ах) та, шалтах; я прямо поражён эпĕ шалтах тĕлĕнтĕм.

пусть

1. частица пулин, ан тив, ⸗и (ĕнтĕ), ⸗ин (тата); пусть ему будет стыдно ан тив намăслантăр; пусть не даёт памин тата; пусть войдёт следующий тепри кĕтĕр; 2. союз уступ. (положим, допустим, хотя, хотя бы) ан тив, ⸗сан та [⸗сен те]; пусть я ошибся, но эту ошибку я давно исправил ан тив йăнăшнă пулам, анчах вăл йăнăша эпĕ тахçанах юсанă; ◇ пусть себе ан тив хăтланччăрах; пусть так çапла пултăр.

рад

в знач. сказ. 1. кому-чему и с неопр. хавас; я очень рад видеть вас эпĕ сире курма пит хавас; 2. с неопр. (о желании сделать что-л). хавас, хатĕр, тем пекех; рад вам помочь сире пулăшма хавас (е хатĕр); рад-радёшенек питĕ хавас; сам не рад пĕртте хавас мар.

разболтаться

сов. разг. (разговориться) нумай калаçса кай, палкама тытăн; я разболтался эпĕ нумай калаçса кайрам.

разделить

сов. 1. что между кем-чем, на что валеç, уйăр, пайла; разделить на равные части пĕр тан пайла; 2. кого-что (разъединить) уйăр; река разделила эти районы ку районсене юханшыв уйăрнă; 3. что, с кем пĕрле тӳс, пĕрле чăт; разделить чьи-либо радости и печали савăнăçĕпе хуйхи-суйхине пĕрле тӳс; 4. что (присоединиться, выразить согласие) килĕш, пĕр шухăшлă пул; я разделил ваше мнение эпĕ сирĕн шухăшпа килĕшрĕм; 5. что, мат. пайла.

разочароваться

сов. юс, кăмăл сивĕн, шанчăк пĕт, ĕмĕт татăл; я в нём разочаровался эпĕ унтан юсрăм.

рак

м. рак; ◇ знать, где раки зимуют чее пул, чеелен; я ему покажу, где раки зимуют эпĕ ăна кăтартăп-ха (хăратса калани); когда рак свистнет хăçан пуласси паллă мар; красный как рак рак пек хĕрлĕ.

раньше

нареч. 1. сравн. ст. от нареч. рано иртерех; он пришёл рань меня вăл манран иртерех çитнĕ; 2. (до какого-л. срока) ĕлĕк, маларах, ⸗чен [⸗ччен], ⸗сăр [⸗сĕр]; мы выполнили план рань эпир плана маларах пурнăçларăмăр; я не вернусь раньше вечера эпĕ каçсăр таврăнаймастăп; 3. (прежде, сначала) малтан; раньше выслушайте, а потом говорите малтан итлĕр, кайран кăлар; 4. (в прежнее время) ĕлĕк, авал, ĕлĕк-авал; ◇ рань времени см. href='/s/время'>время.

располагать

несов. 1. чем (обладать) пур; я располагаю двумястами рублями манăн икçĕр тенкĕ укçа пур; 2. к чему (способствовать) кăмăллă, аван пул; погода располагает к прогулке çанталăк уçăлса çӳреме аван; ◇ можете всегда располагать мной эпĕ сире пулăшма яланах хавас.

расслышать

сов. кого-что и без доп. лайăх илт; я не расслышал эпĕ лайăх илтеймерĕм.

рассчитывать

несов. 1. см. href='/s/рассчитать'>рассчитать; 2. на что и с неопр. (надеяться) шан, шутла, сун, сĕмлен, ĕмĕтлен, ĕмĕтленсе пурăн; я не рассчитывал его встретить эпĕ ăна тĕл пуласса сунманччĕ; 3. на кого-что (полагаться) шан; рассчитывать на друзей туссене шан.

расчёт

ж. 1. по гл. рассчитать; ошибка в расчёте шутланă чух пулнă йăнăш; правильный расчёт тĕрĕс шутлани; 2. (уплата) расчёт, тӳлени, тӳлесе татни; произвести расчёт тӳлесе тат; 3. (увольнение) ĕçрен тухни, ĕçрен кăларни, расчёт; получить расчёт расчёт ил, ĕçрен тух; дать расчёт расчёт пар, ĕçрен кăлар; 4. перен. (расправа) тавăру тавăрни; 5. (намерение, предположение) шут, шутлани; мои расчёты не оправдались эпĕ шутлани пурнăçа кĕмерĕ; 6. разг. (польза, выгода) усă, пайта; мне нет расчёта ехать туда мана унта кайни усă кӳмест; 7. (бережливость) тирпейлĕх, тирпейлĕ тытни; жить с расчётом тирпейлĕ пурăн; 8. воен. расчёт; орудийный расчёт тупă расчёчĕ; ◇ в расчёте с кем-л. татăлнă, тӳлесе татнă; из расчёта шута илсе, шутĕнчен.

решение

с. 1. по гл. решить; решение задачи задачăна шутлани; 2. (ответ к задаче) тупсăм, шутласа тупни; эта задача имеет два решения ку задачăна икĕ майпа шутлама пулать; 3. (постановление) йышăну, решени, постановлени; решение суда суд решенийĕ;4. (заключение, вывод) шут туни, шухăш тытни; я принял решение уехать эпĕ кайма шут тытрăм.

решительно

нареч. 1. (смело) хăюллăн, татăклăн; он решительно стремился вперёд вăл хăюллăн малалла ыткăннă; 2. (совсем, совершенно) пачах, пĕртте, нимĕн те; я решительно ничего не понимаю эпĕ пачах нимĕн те ăнланмастăп.

решить

сов. 1. с неопр. (прийти к заключению) шутла, шут ту, шухăш тыт; я решил остаться здесь эпĕ кунта юлма шутларăм; 2. что и с неопр. (принять решение) татса пар, ту, йышăн; суд решил дело в его пользу суд ĕçе ун майлă татса пачĕ; 3. что (найти ответ) ту, туп, шутла; решить задачу задача шутла; 4. что (выполнить, осуществить) татса пар; решить проблему проблемăна татса пар.

рискнуть

сов. 1. однокр. см. href='/s/рисковать'>рисковать; 2. с неопр. и без доп. (попытаться) теветкеллĕ хăтлан, хăй, хăрушлăха пăхмасăр ту; я рискнул спросить его об этом эпĕ унран çавăн çинчен ыйтма хăйрăм.

ровно

нареч. 1. (гладко) тикĕс, тан; дорога идёт ровно çул тикĕс пырать; 2. (одинаково, равномерно) пĕр тан, пĕр тикĕс; часы идут ровно сехет пĕр тикĕс пырать; 3. разг. (совсем) пачах, нимĕн те, ним те; я ровно ничего не понял эпĕ нимĕн те ăнланмарăм.

сам

м. 1. мест. (сама ж., само с.) хам, ху, хай; я сам эпĕ хам; ты сам эсĕ ху; он сам вăл хăй; ◇ сам не свой хама хам ним тума пĕлместĕп; сам собой ирĕксĕрех (е хăех); само собой разумеется каламасăрах паллă; сам по себе 1) хăй тĕллĕн, хăй ăссĕн; 2) хăйне уйрăм илсен, хăй халлĕн; сам себе голова хама хам (е хăвна ху, хăйне хăй) хуçă; сам (сама, само) за себя говорит хăех лайăх кăтартса парать.

свидетель

м. 1. хăй куçĕпе (е куçпа) курнă çын, куракан; я свидетель эпĕ хам куçпа куртăм; свидетелей не было куракансем пулман; при свидетелях çынсем умĕнчех; 2. юр. свидетель, кӳнтелен.

свой

мест. притяж. 1. хам(ăн), хăв(ăн), хăй(ĕн), хамăр(ăн), хăвăр(ăн), хăй(сен); встать со своего места вырăнунтан тăр; 2. хăйĕн, хăйне евĕрлĕ; в этом есть своя прелесть унăн хăйне евĕр илем пур; 3. в знач. сущ. своё с. хамăнни, хăвăнни, хăйĕнни; он делает свое вăл хăйĕннех тăвать; своего никому не отдам эпĕ хамăнне никама та памастăп; ◇ быть не в своём уме см. ум; в своё время хăй вăхăтĕнче; в своём роде хăйне евĕр (е май); идти своей дорогой хăвăн çулупах кай, ху пĕлнĕ пек ту; настоять на своём хăвăн шухăшу (е сăмаху) çинчех тăр; не своим голосом см. голос; по-своему 1) хам (ху, хăй) пек; жить по-своему ху пурăнас тенĕ пек пурăн; 2) хама (хăвна, хăйне) май (е евĕр); любить по своему хăвна евĕр юрат; 3) прост. хамăранни (хăвăрăнни, хăйсенни) пек, хамăрла (хăвăрла, хăйсемле); говорить по-своему хамăр чĕлхепе калаç; называть вещи своими именами сăмаха тӳррĕн кала; сам не свой см. сам.

себя

мест. возвр. хама, хăвна, хăйне, хамăра, хăвăра, хăйсене; я себя знаю эпĕ хама пĕлетĕп; я беру это на себя эпĕ куна хам çине илетĕп; он сам себе хозяин вăл хăйне хăй хуçа; ◇ про себя ăшра; к себе хăй патне; за собой (позади) хăй хыççăн, хăй хыçĕнче; выходить из себя çилленсе (е тарăхса, виçерен тухса) кай; сам по себе хăй тĕллĕн; по себе 1) хăйне кура, хăйне май; 2) хăй хыççăн; себе на уме чее, вăрттăн; само собой разумеется каламасăрах паллă.

слышать

несов. 1. кого-что и без доп. илт; слышать крик кăшкăрнине илт; 2. что, о ком-чём, про кого-что (обладать сведениями) илт, илтĕн; я слышал, что он скоро приедет эпĕ вăл кĕçех килет тенине илтрĕм; 3. что, разг. (ощущать) туй, сие; слышать запах шăршă туй; ◇ ног (или земли) (под собой) не слышать; 1) (при беге или от радости) ура çĕре перĕнмест, ура айĕнче çĕр пурри сисĕнмест; 2) (об усталости) урасем шалтăрах кайрĕç; (он) и слышать не хочет вăл хăлхана та чикесшĕн мар.

смеяться

несов. 1. кул; 2. над кем-чем (насмехаться) кул, тăрăхла, мăшкăлла; 3. разг. (говорить несерьёзно) кул, кулса кала, шӳтле, шӳт ту, шӳтлесе кала; я смеюсь, а ты поверил эпĕ кулса калатăп, эсĕ чăнласах ĕненнĕ.

сниться

несов. тĕллен, тĕлĕк кур; мне снилось эпĕ тĕлĕк куртăм; ◇ и во сне не снилось тĕлĕкре те тĕлленмен.

собственно

1. вводи. сл. (в сущности) тĕрĕссипе, тӳррипе каласан; собственно, он прав тӳррипе, тĕрĕслĕх ун енче; 2. в знач. частицы хăй, кăна, çеç, чăн-чăн; Волжскую систему составляют собственно Волга и её притоки Атăл систеине Атăл хăй тата унăн юпписем кĕреççĕ; скажу несколько слов собственно вам пĕр-ик сăмах эпĕ сире хăвăра кăна калатăп; ◇ собственно говоря тĕрĕссипе каласан.

советовать

несов. 1. что и с неопр. канаш (е ас) пар, сĕн; я советую вам прочитать эту книгу эпĕ сире çак кĕнекене вуласа тухма сĕнетĕп; 2. с неопр. и с отриц., разг. (предостерегать) хуш; не советовать ан хуш.

согласный

прил. 1. кратк. ф. (выражающий согласие) килĕш, çураç; я согласен эпĕ килĕшетĕп; 2. с кем-чем (солидарный) пĕр шухăшлă, татуллă, килĕшӳллĕ; я согласен с этим мнением эпĕ ку шухăшпа килĕшетĕп; 3. разг. (мирный, дружный) килĕшӳлле, çураçуллă, татуллă; 4. (гармоничныйо музыке, пении) килĕшӳллĕ.

сообразить

сов. что и без доп. ăнланса ил, тавçăрса ил, ăнкарса ил; я сразу сообразил эпĕ тӳрех тавçăрса илтĕм.

специально

нареч. 1. ятарласа, ятне, юри; специально приготовленный прибор ятарласа хатĕрленĕ прибор; 2. разг. (намеренно, с целью) юри, ятарлаçă; я пришёл специально для встречи с вами эпĕ ятарласа сире курма килтĕм.

спустить

сов. 1. кого-что (переместить вниз) антар, яр, антарса яр; спустить флаг ялав антар; спустить ребёнка на пол ачана çĕре яр; 2. что (дать вытечь) кăларса яр, юхтарса яр (е кăлар); спустить воду из пруда шыва пĕвĕрен кăларса яр; 3. кого-что (освободить от привязи, зацепки) вĕçертсе яр; спустить собаку с цепи йытта сăнчăртан вĕçертсе яр; 4. что, перен. (переслать в низовые организации) ярса пар; спустить директивы из центра центртан кăтартусем ярса пар; 5. что и без доп., разг. (простить) каçар, ахаль хăвар; я ему не спущу эпĕ ăна ахаль хăвармăп; 6. что, перен. разг. (растратить) пĕтер, яр; спустить все деньги пĕтĕм укçана пĕтер; 7. без доп. (выпустить воздух) кăларса яр, пушат; шина спустила шина анса ларчĕ (сывлăш тухнипе); 8. что (уменьшить) антар, кăларса яр, чакар, кемĕт; спустить уровень воды шыв шайне антар; 9. что, разг. (потерять в весе) чак, кем, çухат, пăрах; работать спустя рукава вали-шали (е ӳрĕк-сӳрĕк) ĕçле; спустить петлю куç хăвар; спустить шкуру с кого-л. тир сӳ (хытă хĕне, ват); спустить с лестницы пусма çинчен танкăштарса антарса яр.

студенчество

с. 1. собир. студентсем; 2. (пребывание в качестве студента) студент пулни; в годы моего студенчества эпĕ студент пулнă çулсенче.

существование

с. пурри, пурăнни, кун курни, пурнăç; тытăнса тăни; существование мира тĕнче пурнăçĕ; средства существования пурăнмалли хатĕрсем; я не знал о существовании этой книги эпĕ кун пек кĕнеке пуррине пĕлмен.

также

нареч. и в знач. союза та, те; çавăн пекех ...та (е те); он также читал эту книгу вăл та ку кĕнекене вуланă; я, а также мой товарищ, получили премию эпĕ, çавăн пекех ман юлташ та, преми илтĕмĕр.

-таки

частица противит. разг. çапах та, -ех, пурĕ пĕр, пурпĕрех; он всё-таки пришёл вăл пурпĕрех килчĕ; ◇ опять-таки см. опять; прямо-таки ⸗ах [⸗ех]..; я прямо-таки изумился эпĕ шалт тĕлĕнсех кайрăм.

то

союз 1. разд. вара; если так, то я не согласен апла пулсан, вара эпĕ килĕшметĕп; 2. пĕр.., пĕр..; пĕрре.., тепре; огонь то разгорался, то затухал кăвайт пĕрре вăйлăн çуннă, тепре сӳнсе ларнă; 3. (при перечислении, противопоставлении) те, е; не то снег, не то дождь те юр, те çумăр; ◇ и то вăл та, вăл та пулин; не то 1) апла пулсан, атту; 2) тен; то и дело ялан, тăтăшах, тек(ех).

тогда

нареч. 1. (не сейчас) ун чух(не), çавăн чух, çав вăхăтра; тогда я был молод ун чухне эпĕ çамрăкчĕ; 2. (в таком случав) апла пулсан; ты устал? Тогда отдохни! эсĕ ывăннă-и? Апла пулсан кан!; 3. употр. с союзами когда, если ⸗сан [⸗сен], вара; когда он ушёл, тогда я сел читать вăл кайсан, эпĕ вулама лартăм; ◇ тогда как союз уступ. вара, анчах та.

только

1. частица огранич. анчах, кăна, çеç, çех, тин; только он вăл çеç; только три рубля виç тенкĕ кăна; я встречал его только два раза эпĕ ăна икĕ хут анчах курнă; 2. частица (с частицей бы выражает желание) ⸗чĕ кăна, ⸗чĕ çеç, ⸗чĕ анчах; только бы не упасть! ӳкес марччĕ кăна!; 3. союз против. (но, однако) анчах; я согласен уехать, только не сейчас эпĕ кайма килĕшетĕп, анчах халь мар; 4. союз временной (со словами как, лишь, едва) ⸗ах [⸗ех]; как только скажешь, я приду эсĕ каласанах пыратăп; как только приедешь, напиши çитсенех çыру çыр; 5. частица усил. кăна; где только он не побывал! ăçта кăна пулман вăл!; ◇ только-только халь анчах, халь кăна, тин çеç; только и всего çавă çеç; только что халь анчах, тин çеç; только и видели см. видеть.

точно

1. частица разг. (кажется, вроде) пек, пекех; я точно где-то видел его эпĕ ăна таçта курнă пекех; 2. союз сравн. (как, словно) пек(ех); лежит точно мёртвый вилнĕ пек выртать.

тут

нареч. разг. 1. (о месте) кунта, çакăнта; тут жарко кунта шăрăх; 2. (о времени) вара; вăл вăхăтра; тут я не выдержал вара эпĕ чăтса тăраймарăм; тут пришёл товарищ çав вăхăтра юлташ килчĕ; ◇ тут же çав вăхăтрах; тут как тут в знач. сказ, çитсе те тăнă; и всё тут ĕçĕ те пĕтрĕ; тут и там см. там.

у

предлог с род. п. 1. (около, возле) патĕнче, кутĕнче; у двери алăк патĕнче; мыть руки у крана алла кран кутĕнче çу; 2. (при ком-л., вместе) пĕрле, ⸗та [⸗те], ⸗ра [⸗ре]; я живу у брата эпĕ пичче патĕнче пурăнатăп; моя книга у соседа манăн кĕнеке кӳршĕре; 3. (при указании на источник получения, приобретения чего-л.) ⸗тан [⸗тен], ⸗ран [⸗рен]; спросить у товарища юлташран ыйт; 4. (при обозначении принадлежности) ⸗ăн [⸗ĕн]; ножка у стула пуканăн ури; не удел см. дело.

убедиться

сов. ĕнен, пĕл, ĕненсе (е пĕлсе) çит; я убедился в его честности эпĕ вăл тӳрĕ çын пулнине пĕлсе çитрĕм.

ускользнуть

сов. 1. (вырваться) вĕçерĕн, тухса кай (е ӳк); 2. разг. (внезапно скрыться) тухса тар, шăвăн, тухса шу; 3. от кого-чего, перен. разг. (остаться незамеченным) асăрхамасăр юл; это ускользнуло от моего внимания эпĕ çакна асăрхаймарăм; 4. перен. разг. (уклониться) хăтăл, пăрăн; ускользнуть от ответственности ответ тытасран хăтăл.

хорошо

нареч. 1. лайăх, аван, ыррăн, селĕм, хӳхĕм; хорошо жить аван пурăн; 2. в знач. сказ. безл. лайăх, аван, ырă, хӳхĕм, селĕм; хорошо на свежем воздухе уçă сывлăшра ытла та ырă; хорошо жить с друзьями туссемпе пурăнма лайăх; 3. в знач. утв. частицы (да, согласен, ладно) юрĕ, юрать; хорошо, я согласен юрать, эпĕ килĕшетĕп; 4. в знач. частицы (при угрозе) юрĕ, юрать (кайран курăн-ха, астăвăн-ха).

чаять

несов. 1. уст. (думать) шутла; 2. прост. (надеяться) шанса тăр, кĕт, ĕмĕтлен, сун; я не чаял увидеть тебя эпĕ сана курасса сунманччĕ; ◇ души не чаять çав тери юрат.

что

мест. 1. вопр. и относ. мĕн, мĕскер; что с вами? сире мĕн пулчĕ?; что случилось? мĕн пулчĕ?; что это такое? ку мĕн?; чем вы недовольны? сире мĕн килĕшмест?; сделайте вот что акă мĕн тăвăр; 2. вопр. в знач. сказ. (каков, в каком положении) мĕнле; что больной? чирли мĕнле?; 3. вопр. в знач. нареч. (почему, зачем, по какой причине) мĕн, мĕншĕн, мĕн пирки; что ты кричишь? эсĕ мĕншĕн кăшкăратăн?; 4. вопр. разг. (сколько) мĕн хак, мĕн чухлĕ, мĕн чул; что стоит эта книга? ку кĕнеке мĕн хак тăрать?; 5. относ. (который) ⸗акан [⸗екен]; дом, что стоит у реки çырма хĕрринче ларакан çурт; 6. неопр. разг. (что-нибудь, что-то) мĕн те пулин, темĕн; чуть что мĕн те пулин пулсанах; в случае чего темĕн пулас пулсан; если что случится, скорее извести мĕн те пулин пулсан, хăвăртрах пĕлтер; ◇ а что? мĕн вара?; ни во что не ставить кого-л. ним вырăнне те ан хур; ни за что ни про что ахалех, пустуях; ни к чему в знач. сказ. ниме те кирлĕ мар; ни с чем уйти (или остаться, вернуться) нимсĕрех кай (е юл, таврăн); с чего? мĕн пирки?, мĕн сăлтавпа?; ему хоть бы что ăна пурпĕрех; что вы! мĕн эсир!; что было сил мĕн вăй çитнĕ таран; что до меня.. эпĕ вара..; что ж мĕнех вара; пойдём, что ли? кайăпăр-и вара?; что за? мĕн?, мĕнле?; что бы то ни было, во что бы то ни стало кирек мĕн(ле) пулсан та; что будет, то и будет мĕн пулса мĕн килĕ, мĕн пулать те мĕн килет; будь что будет мĕн пулин пултăрах.

что

союз 1. (для связи придаточного предложения с главным): я рад, что вижу тебя сана курма хавас эпĕ; такой тяжёлый, что не поднять йăтмалла мар йывăр; он сказал, что не придёт вăл килместĕп терĕ; 2. (с частицей ни и без нее): что ни день, то новые достижения кашни кунах çĕнĕ çитĕнӳ; 3. разг. (с повторениемуказывает на безразличие, равнодушие в отношении чего-л.) ⸗сан та [⸗сен те], ⸗и, ...⸗и; что ты пойдёшь, что нет все равно каятăн-и, каймастăн-и эсĕ — пурпĕрех; что в лоб, что по лбу погов. апла та, капла та пурпĕрех.

что-то

нареч. разг. 1. (в некоторой степени) пăртак, кăштах; мне что-то нездоровится эпĕ кăштах сывмарлантăм; 2. (почему-то) темскер, темшĕн, тем пирки; что-то у меня голова кружится ман темскер пуç çаврăнать.

это

частица. 1. указ. ку, вăл, çакă, çав; это я ему говорил ăна эпĕ каларăм; это вы вчера звонили мне? ĕнер ман пата эсир шăнкăравларăр-и çак?; 2. усил. разг. -ха; куда это он спешит? ăçта васкать-ха вăл?

этот

мест. 1. указ. ку, çак, çав, вăл; этот дом çак çурт; на этом месте ку вырăнта, çак тĕлте; эти книги ку кĕнекесем; 2. в знач. сущ. этот м., эта ж., это с. ку, çакскер; я этого не знаю куна эпĕ пĕлместĕп.

я

мест. личн. эпĕ, эп; ◇ я думаю ман шутпа; не я буду, если не... пурăнаç та мар (çавна та пултарас çук пулсан); я тебя (его, вас, их) ак эп сана (ăна, сире, вĕсене) (хăратса калани); по мне 1) (по вкусу) мана кăмăллă, мана пырать; 2) (по моему мнению) ман шутпа.

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

эпĕ

мин

Чӑвашла-эсперантолла сӑмах кӗнеки

сана

[sana]
vin, al vi
сана ĕнер куртăм — hieraŭ mi vidis vin
вăл сана урамра кĕтет — li (ŝi) atendas vin ekstere
кам сана пĕлет? — kiu scias vin? эпĕ сана кайран калăп - mi poste diros al vi

эпĕ

vd эп;

эп

[ebe]
mi
эп(ĕ) те — ankaŭ mi
эп(ĕ) хирĕç мар — mi ne estas kontraŭ
эп(ĕ) пĕлместĕп — mi ne scias
эпĕ сана юрататăп — mi amas vin
эп(ĕ) пĕлмен — mi ne sciis
эп(ĕ) манса кайрăм — mi forgesis
эп(ĕ) вуланă кĕнеке — la libro legita de mi
эп(ĕ) ăнлантăм — mi komprenis

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

эпĕ

«я»; множ. ч. эпир «мы»; основа косв. п. един. ч. ман, множ. ч. пир: манăн, мана, манра и т. д.; пирĕн, пире и т. д.; тур. бен, кирг., к. калп., казах., ног., кумык., туркм., тув., узб. мен, уйг., азерб. мән, тат., башк., хак. мин «я»; уйг., кирг. биз, тат. без «мы»; монг. би «я».

Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ

Айăпа кĕрт

Айăпа кĕрт 1. обвинять / обвинить кого-что в чем; 2. заставить совершать / совершать проступок кого, какой.
1. Эпĕ сире ниепле те айăпа кĕртме шутламастăп. И. Григорьев. 2. Хăйсен ирсĕр агитацийĕпе вĕсем салтаксен пуçне минретрĕç, вĕсене, тăван аннемĕр Российăна суттарса, ĕмĕр каçарма çук айăпа кĕртрĕç. М. Белов.

Ăш çунать

Ăш [ăшчик, чĕре, чун] çунать [хыпать] 1. душа [сердце] болит у кого, чья; син.: чун [чĕре] ыратать, чун тулашать, ăшчик вăр-вăр çаврăнать; 2. испытывает сильную жажду кто.
I. Кулине инке çав Ăшĕ çуннипе, Ылханса выртать вăрçа Пĕтĕм чунĕпе. П. Хусанкай. Эпĕ киле таврăнтăм. Паллах, çĕрĕпе куç хупмарăм. Ăшчик çунса тухать. А. Лазарева. — Тĕрĕссипе каласан, аппа, чун çунать, — Тимахви макăрса ярас пек хурлăхлă каласа хучĕ. М. Ухсай. Ахаль те тӳсме çук хуйхăракан, ăшĕ хыпса тухакан çынна тата ытларах пăлхатса яма пултарăн çеç. Л. Агаков. Миккул шкул еннелле пăхасшăн мар: ача-пăча чупкаланине курсан, ун чĕри вутпах çунма тытăнать-çке-ха. В. Ухли. 2. Пусă шывĕ куç пек тăрă, Витре тĕпĕ курăнать. Кунĕ пулчĕ питĕ шăрăх, Сивĕ шывшăн чун çунать. Н. Евстафьев. Тарпала тусан пĕр хутăш Тек юхать, тумлать питрен. Çулăм хыпнă пек çунать ăш, Шыв ыйтать самантсерен. А. Алка. Ăш хыпнипе пӳлĕнсе çитнĕ Лариван çаплах-ха ĕне хыççăн чупнă. С. Аслан.

Вăлтана çаклан

Вăлтана çаклан попадаться / попасться [пойматься] на удочку, идти [поддаваться] / пойти [поддаться] на удочку.
Американецсем Джонсона юриех совет спортсменĕн хăвăртлăхне улăштарма хушнă иккен. Эпĕ çав 4 ултав вăлтине çакланнă. А. Игнатьев.

Вырăна хур

Вырăна хур 1. принимать / принять во внимание что; 2. придавать / придать значение какое-чему; 3. почитать кого-что; считать кого-что, кем-чем, за кого-что.
1. Эпĕ вĕсем каланине пĕтĕмпех вырăна хурса пытăм. 2. Хăш чухне ачасене ăнланмастпăр, йăнăшатпăр, вак-тĕвексене вырăна хумастпăр. Т. Петĕркки. 3. Ватă кĕтӳç ашшĕне ырăпа асăнни, хăйне çитĕннĕ çын вырăнне хурса алă пани Кĕçтене савăнтарчĕ. В. Сатай.

Икĕ аллуна шарт! çап

Икĕ (ик) аллуна шарт! çап всплеснуть [сплеснуть] руками.
Ах, атте те, ах, анне, эпĕ тухса кайсассăн, ик аллуна шарт! çапăн. Чăваш халăх юррисем.

Кахала [юлхава] пер

Кахала [юлхава] пер лодырничать, лентяйничать, бездельничать.
Кахала персе çӳрĕп-и? Тăратса кĕлте çыхма Васкаса тытатăп эпĕ Хатĕр çыхă аллăма. Я. Ухсай. Пăлахая е юлхава персе пурăнаймăн. С. Аслан.

Кăмăл татăлать

Кăмăл татăлать огорчается кто.
Эпĕ çапла каласа пĕтериччен те тӳсеймерĕç, пурте, кăмăлĕсем татăлнă ачасем пек, ĕсĕклесе макăра пуçларĕç.

Кăмăла йывăр

Кăмăла йывăр ил обижаться / обидеться.
Эпĕ Ваня Сарбеев шыва кĕме кайнăшăн пĕрре те кăмăла йывăр илместĕп. А. Медведев.

Кунçула вĕçле

Кунçула [ĕмĕре, пурнăçа] вĕçле кончать / кончить жизнь [дни, век].
Минут, минут мар, тен, унтан та кĕске Салтак кунçулне вĕçлесси хура вилĕм. М. Захаров. Эпĕ те хамăн шухăша калатăп: — Час-часах пăтраштаратпăр çав эпир: кам йĕксĕк, кам ырă... Çӳрет этем пирĕн хушăрах, ĕçлет, вĕçлет кунçулне — пĕлсе юлаймастпăр: ăслăччĕ-и çав çын, чунлăччĕ-и... Ю. Скворцов. Хăюллă пул, ывăлăм! Çапăç, ан парăн! Ан таттăр тăшман Эп вĕçлес ĕмĕре, Ан чавтăр эсрел эп пуç хывнă çĕре! А. Алка. Апла пулин те, Нарспи хĕрарăмăн мĕскĕн шăпине пăхăнмасăр, хăйĕн тивĕçĕшĕн, хăйĕн таса юратăвĕшĕн хăюллăн кĕрешсе пурнăçне вĕçлет. Чăваш календарĕ.

Куç хупса та ĕлкĕреймерĕм

Куç хупса та ĕлкĕреймерĕм не успел глазом моргнуть.
Эпĕ куç хупса та ĕлкĕреймерĕм пулĕ, ирхи сывлăша çурса пăшал кĕрслетрĕ. М. Кипек.

Куç чарăлса каять

Куç [куçпуç] чарăлса [алчăрса, саланса] каять (кайрĕ), куçсем чарăлса [алчăрса, саланса] каяççĕ (кайрĕç) 1. глаза разбегаются (разбежались) у кого, взгляд рассеивается (рассеялся) у кого; 2. рябит (зарябило) в глазах у кого.
1. Эпĕ урайнех майлашрăм. Çывăрса кайма пуçланăскер, алăк сассипе куçа уçрăм та, куç чарăлса кайрĕ. Ю. Скворцов. Куçăм-пуçăм чарăлса кайрĕ. А. Артемьев. Арча çивиттийĕ йăтăнса уçăлнă-уçăлманах пирĕн куçсем хăйсем тĕллĕнех чарăлса кайрĕç. В. Бурнаевский. Куçĕсем чарăлнă, тути усăнса аннă, пăлханса ӳкнипе сайра шăлĕсем шак-шак тăваççĕ. А. Лазарева. Куç алчăрса каймалла капăрлатса та илемлетсе пĕтернĕ залсем тăрăх çӳре-çӳре ывăнсах çитрĕмĕр. Уйăп М. 2. — Хамăн та кăштах çывăрса илесчĕ, — тет Гурьянов лейтенант, — ура сăрăлтатни канăç памасть, тĕлĕрме кăна тытăнатăп, шăмă пĕçерсе ыратнăран куç чарăлса каять. А. Алка. Иван ашшĕн ирĕксĕрех чĕлхине çыртмалла пулчĕ. Çав тĕрлĕ нумай ачасене курсан, унăн пĕтĕм куçпуç саланса кайрĕ. Хумма Ç. Ачасен, читлĕхри чĕпсене курсан, куçĕсем алчăрса кайрĕç. В. Эльби. Ура айне пăхатăп та — куçпуç алчăрса каять: мĕн чухлĕ кăмпа! Уйăп М.

Кутăна пер

Кутăна пер 1. упрямиться / заупрямиться; 2. притворяться [прикидываться] / притворится [прикинуться].
1. Кирек мĕнле кала ăна. Перет вăл вĕçĕм кутăна, Шăп чăхăмçă, ăнман ут евĕр. А. Алка. Эпĕ пур, чуман лаша пек, кутăна петĕм. А. Ĕçхĕл. Пĕр кутăна персен, çумăр хапхине уçсах пăрахать. В. Бурнаевский. 2. Чирĕ-чĕрĕ пулман иккен Муççан, кĕреки пушаннине туйса кутăна пенĕ, тет, вăл. С. Аслан.

Леш тĕнчене ăсат

Леш тĕнчене ăсат отправлять [спроваживать] / отправить [спроводить] на тот свет кого.
Çак кун уруковецсем тăватă яла йышăннă, 160 фашиста леш тĕнчене ăсатнă. Чăваш календарĕ. Эпĕ тĕплĕнех мар пулсан та, пĕлетĕп атте ăçта иккенне, çавăнпа шарламастăп. Ăна салтаксем е тĕрмене хупса лартнă, е леш тĕнчене ăсатнă. М. Данилов-Чалтун.

Маххă па

Маххă пар давать / дать маху.
Эрне, Кĕркури апла таранах маххă парас çук. Хумма Ç. Эпĕ фронтра та маххă паман, кунта та парас çук. А. Емельянов.

Мĕскĕне пер

Мĕскĕне пер [хыв] прикидываться / прикинуться бедным, обездоленным.
Петюк, Аннан чунĕ çемçелнине сиссен, тата лайăхрах çаптарма пуçларĕ, хăйне мĕскĕне хыврĕ. В. Алентей. [Тариç:] Эпĕ нихçан та мĕскĕне пемен, пеместĕп те. Пьесăсем.

Отчёт пар

Отчёт пар давать / дать отчёт кому-чему.
— Мана халăх суйланă. Эп сана мар, халăха отчёт парăп, — кăшт йăвашланарах кăшкăрчĕ Якур. В. Паймен. — Мĕн отчечĕ парăп-ха эпĕ, — пуçларĕ вăл. — Ĕнер акă «сĕт операцийĕ» туса ирттертĕм. Паттăр пионерсем.

Отчёт ту

Отчёт ту отчитываться / отчитаться перед кем-чем.
Эпĕ сана ху килнĕ чух пĕчĕк отчёт туса парам: тепре тахçан килетĕн-ха. А. Артемьев. Вăл республикăри колхоз ударникĕсен съезчĕ умĕнче отчет тăвать. Н. Патман.

Пăкки шанчĕ

Пăкки шанчĕ (шаннă) 1. ослабел кто; 2. потерял авторитет кто.
1. Пĕлетĕп эпĕ, пăкки ун шанĕ. С. Шавли. — Ман шухăшпа, фрицсем текех урма пултараймаççĕ, — терĕ блиндажра калаçса ларакан салтаксенчен пĕри. — Хевти лĕнчĕрех кайнă. Пăкки шаннă, теççĕ ун пек чухне пирĕн. А. Алка. 2. Макара Лисорсен ампарĕнче тупнă çăра каллех аса килчĕ: — Апла иккен, анчах пăкки тинех шанчĕ пулас кулакăн. С. Аслан.

Пăрахăçа кăлар

Пăрахăçа кăлар 1. приводить / привести в негодность что; 2. упразднять / упразднить что, отменять / отменить что, аннулировать что.
1. — Пĕлместĕп, анчах малалла мĕн пулать — курăпăр... Юрать-ха атмине пăрахăçа кăларса хăварман. В. Краснов-Асли. 2. Саккунсăр суту ку! Эпĕ ăна пăрахăçа кăларма сĕнетĕп. С. Элкер. Вăхăтлăх правительство патша союзникĕсемпе тунă договорсене пăрахăçа кăлармарĕ. В. Краснов-Асли.

Пуç çаврăнать

Пуç çаврăнать (çаврăнчĕ) голова кружится (закружилась) чья, голова идет (пошла) кругом чья.
Пуç çаврăнать, чĕре сиксе тапать, ăш çунать. А. Алка. Михайловăн пуçĕ çаврăнчĕ, чĕри вĕриленчĕ, вăл каллех ăнран кайрĕ. Н. Илпек. Эпĕ Рая куçĕнчен тепре сăнаса пăхрăм та, манăн пуç çаврăнса кайрĕ. Хв. Уяр. Яла çитиччен пуç çаврăнса килнипе икĕ хутчен чарăнса тăнăччĕ пулас. П. Львов.

Пуç ус

Пуç ус вешать / повесить голову.
Сарă кайăк юрă юрларĕ, Нӳрлентерчĕ куçăма. Шухăшларăм та хурлантăм, Лăштах усрăм пуçăма. С. Шавли. Эпĕ кама калатăп: эс ан тăр Пуç усса, кĕреш вăй пур таран. А. Воровьев. Ун пек ачасем, пĕчĕк музыкантсем, пуç усмаççĕ. В. Харитонов.

Пуçа çавăр

Пуçа çавăр кружить / закружить [вокружить] голову кому.
Эс, савни, ялан çапла, çил пек, Пуçăма тек çавăран. А. Воровьев. [Маргарита:] Пĕлетĕн-и, ма тăхăннă эпĕ ку халата? Художник пуçне çавăрма ĕмĕтленетĕп. А. Кăлкан. Эсĕ çут тĕнче çутнă пуç çавăрмăш хĕвел. X. Акивер.

Пуçа çĕмĕр

Пуçа çĕмĕр [ват] ломать / поломать голову над чем, по поводу чего.
— Шухăшла, шухăшла... Эп васкатмастăп. Пĕр эрне çитет-и пуçна çĕмĕрме? А. Емельянов. — Ав, мĕнле пысăк ыйтупа пуçа çĕмĕретĕн иккен? В. Краснов-Асли. Николай Андреевич правленире шăпах çак ĕçсем пирки пуçне ватса ларатчĕ. А. Ĕçхĕл. Эпĕ паçăртанпах Сидоров пирки пуçа ватса ларатăп. Хв. Уяр. — Çук, капла пуçа ватса ларнипе ухмаха тухасси кăна юлать. А. Емельянов.

Пушă сăмах çап

Пушă (пуш) сăмах çап (çаптар) пустословить, плести чушь [ерунду, околёсицу], разводить тары-бары, переливать из пустого в порожнее.
Чапаев нихçан та пуш сăмах çапман. Ялав. «Эпĕ пушă сăмах çаптарасшăн мар. Нумайччен пакăлтатма хăнăхман, пĕлместĕп те», — терĕ Чапаев трибуна çине хăпарас умĕн. Чăваш календарĕ.

Пӳрнепе ан тĕкĕн

Пӳрнепе ан тĕкĕн [ан тĕртĕн] пальцем не трогать / не тронуть кого.
[Чĕкеç:] Сарпие пӳрнепе те тĕкĕнсе кураймастăн эсĕ пурĕпĕр. Н. Терентьев. — Эпĕ ăна пӳрнепе те тĕртĕнмен. А. Талвир. Ман япаласене никам та пӳрнипе тĕртĕнсе ан пăхтăр. Л. Агаков.

Сăмах çап

Сăмах (сăмаха) çап [çаптар] 1. оживлённо, увлечённо разговаривать, беседовать; 2. пустословить, болтат
1. Хĕрӳ офицер сăмах çапнă чух Текейпе Итрен çитеççĕ утса. С. Элкер. Сăмаха çапать хăна. А. Алка. Икĕ карчăк тăнă та Кипарис умне Çаптараççĕ, тупата, Вĕçсĕр сăмахне. А. Лукин. 2. Каçхи апатсене пырсан, эпĕ çак официанткăна час-часах эрех-сăра ĕçсе ларакан çамрăксем таврашĕнче сăмах çапса кулкаласа тăнине асăрхаттăм. С. Элкер. Правленинче сăмах çаптарса ларасси нимех те мар. Ĕçлесси вара, çанă тавăрса ĕçлесси — ансат мар. В. Алентей.

Сăмах чĕн

Сăмах чĕн 1. говорить / сказать слово кому; 2. возражать / возразить кому.
1. Ик-иçĕ минут иртрĕ пулĕ вăл сăмах чĕниччен. В. Паймен. Çынсем пĕр сăмах та чĕнмерĕç. Ю. Айташ. 2. Эпĕ те шăла çыртса ларатăп, пĕр сăмах та чĕнместĕп. А. Талвир. Аптраса ӳкнĕ чиновник хирĕç нимĕн те тавăрайман, пĕр сăмах чĕнмесĕр аяккалла утса кайнă. И. Иванов.

Сăмаха çăт

Сăмаха çăт глотать слова (1. неразворчиво, быстро произносить слова; 2. не высказать).
1. Эпĕ ăна, сăмаха çăта-çăта, мĕн пулса иртнине каласа пама тăтăм. Юхма М. 2. Макар чĕнмерĕ. Чĕнме мар, чĕлхе вĕçне килнĕ сăмахĕсене те каялла çăтрĕ. С. Аслан. Калас сăмахах çăтса ячĕ Борисов. А. Артемьев.

Суд умне тăр

Суд умне тăр быть привлечённым к суду.
...Эпĕ юлташсенчен çыру илтĕм. Вĕсем унта: «Ферма заведующийĕ пулнă Кунаровăн кĕçех тепĕр хут суд умне тăмалла», — тесе çырнă. Ю. Скворцов.

Суд умне тăрат

Суд умне тăрат привлекать / привлечь к суду кого, предавать / предать суду кого-что.
Суд умне тăратрĕç çакă арăма, Халăхпа вĕрентрĕç ыррăн пурăнма. В. Урташ. «Юманитене» çĕршер хут суд умне тăратнă. Уйăп М. Паян акă эпĕ хамăн ĕçĕмсене чĕре сучĕ умне тăрататăп. Юхма М. Пусмăрлăха эс, Элкер, суд умне тăратнă. Н. Янкас.

Çанçурăм сăрлатса каять

Çанçурăм сăрлатса [сӳлетсе, çӳçенсе] каять (кайрĕ) [илет (илчĕ)] мурашки бегают [ползают] (забегали [поползли] по спине [по телу, по коже] кого.
Сăмахсерен сăрăлтатать çанçурăм. П. Хусанкай. Çанçурăмĕ сăрăлтатса кайрĕ унăн. В. Алентей. Халĕ аса илет те çав кунсене Кĕркури, унăн пĕтĕм çанçурăмĕ сӳлетсе каять, чун-чĕри тăвăнса килет. А. Янташ. Пĕтрĕм вĕт, Роман. Манăн пĕтĕм çанçурăм сӳлетсе илчĕ. Хв. Уяр. Çак сăмахсене каланă чухне ман çанçурăм çӳçенсе илчĕ, ӳт-пĕвеме çĕлен яваласа илнĕ пек туйăнчĕ. В. Бараев. Эпĕ хыçалалла çаврăнса пăхрăм та ман пĕтĕм çанçурăм çӳçенсе кайрĕ: ун пĕтĕм кабинине çулăм явса илнĕ! Ф. Орлов.

Çăвар тутине сая ан яр

Çăвар тутине [пылакне] сая ан яр (кампа та пулин калаçса, тавлашса т. ыт. те) не стоит, не имеет смысла (с кем-либо говорить, спорить и т. п.).
[Альтюк:] Эпĕ санпа калаçса çăвар тутине те сая ямастăп. С. Ялавин. — Эпĕ пархатарсăр ĕç çинчен калаçса çăвар пылакне те сая ямастăп. Н. Мранькка.

Çăвар уç

Çăвар уç открывать [разевать, раскрывать] / открыть [разинуть, раскрыть] рот.
Пĕччен тухасси çинчен çăвар та уçмарĕ. X. Акивер. Кăнтăрла иртсен ман алăка Якур пырса шаккарĕ те эпĕ çăвар уçма ĕлкĕриччен пӳлĕме кĕрсе те тăчĕ. Хв. Уяр. Агрономсем!.. Ку сăмаха ĕнтĕ хăюллăнах çăвар уçса калама пулать. А. Ĕçхĕл.

Çупкă çи

Çупкă çи [туш] получать / получить пощёчину [оплеуху] от кого.
Çапла пуян ывăлĕ чухăн хĕртен çупкă çисе курчĕ. В. Паймен. Тепĕр чухне тавлашкаланă мăрсапа, анчах куншăн кашнинчех чĕн саламат туяннă, çупкă çинĕ. К. Турхан. Эпĕ хĕре аван мар сăмах каларăм, çавăнтах çупкă туянтăм. Э. Волошина.

Çӳç вирелле тăрать

Çӳç [çӳçпуç] вирелле тăрать (тăчĕ) волосы становятся [встают, поднимаются] (стали [встали, поднялись]) дыбом у кого, ужас берёт кого.
[Митя:] Аса илсен, çӳç вирелле тăрать. Фашистсем ирсĕр ĕç тунине нумай курнă эпĕ. Кунашкаллине курманччĕ. Н. Мранькка. Карапран темиçе хут çӳллĕ хум çине пăхатăн та çӳçӳ-пуçу вирелле тăрать. А. Талвир. Ытла та тискер тыткалатăн эсĕ, Шахрун. Эс мĕн хăтланнине пăхса, хамăн çӳçпуç вирелле тăрса кайрĕ. Хв. Уяр. Манăн шăмшак сăрăлтатса кайрĕ, çӳçпуç, шăрт пек, вирелле тăчĕ. С. Элкер.

Çын аллипе кăвар турт

Çын аллипе кăвар турт чужими руками жар загребать.
Америка империализмĕ хуть те хăçан та çын аллипе кăвар туртма вĕреннĕ. В. Краснов-Асли. Усеин-Сектсене эпĕ чĕрне хури тăршшĕ те шанмастăп. Вĕсем çын аллипе кăвар туртаççĕ. К. Турхан.

Çынлăхран кăлар

Çынлăхран кăлар 1. заставить терять / потерять человеческий облик кого; 2. изуродовать кого.
1. — Хăйне çынлăхран кăларнă салтак — салтак мар, кĕсел вăл, — хыттăн витерет вĕсене Фомин. А. Алка. Кӳршĕм начартарах пурăнтăр, эпĕ — лайăхрах пурăнам. Çакă этеме çынлăхран кăларать. А. Алка. 2. Хĕне-хĕне, шăмми-шаккисене амантса пĕтерсе, ăна çынлăхран кăларнă.

Çырантан тух

Çырантан (çыранран) тух выходить / выйти из берегов.
Çĕнĕ кас çырми çыранран тухса тарчĕ. В. Ухли. Пăла шывĕ Катек лаппи енне тапса тухнине каçал эпĕ шкултан таврăннă чух куртăм. А. Талвир. Çурхи сарăрах шыв çырантан тапса тухнă, улăха сарăлнă. В. Васильев.

Тав ту

Тав ту 1. благодарить/ поблагодарить 2. приветствовать / поприветствовать кого-что.
1. [Петрович — Наташăна:] Тĕрĕссипе, эпĕ сан пата колхоз ячĕпе тав тума килтĕм. В. Алакĕр. Сенкер пĕлĕт айĕнче, Çĕр-ама çĕршывĕнче, Çутă куна тав туса, Пурăннă, тет, Тал-Мăрса. Г. Краснов-Кĕçĕнни. 2. Кăмăллă та тарават Ларакан салтаксене Тав туса Кĕлпук йăтать Кăпăкланнă сăрине. Я. Ухсай. Анне чӳлмек сăрине аттене тав туса ĕçтерчĕ те унтан йĕркипех хăнасене те чаплашка тыттарчĕ. А. Талвир.

Тавлашăва кĕр

Тавлашăва кĕр вступать / вступить в спор с кем-чем, в какой, по поводу чего, начинать / начать спор с кем-чем, какой.
Сăмах калама пачах хатĕрленмен çын та кун пек пухусенче сăмах каланă, юлташла тавлашăва кĕрсе кайнă. В. Долгов. Çу кунĕпе хĕл кунĕ тĕл пулсан, Сисмеççĕ те тавлашăва кĕреççĕ. Г. Ефимов. Кусен тавлашăвне эпĕ те кĕрсе кайрăм. Хумма Ç.

Танатана çаклан

Танатана çаклан [кĕр] попадать [попадаться] / попасть [попасться] в сети (в сеть).
Пĕлсех: янки аллине лексен, Ан шухăшла çăлăнасси çинчен. Пĕлеççĕ çамрăк паттăрсем ăна, Çапах çакланчĕ Лий танатана. Уйăп М. Кантюк папай та, Нямаçĕ те — иккĕш икĕ усал... Ан кĕр вĕсен танатине. Н. Илпек. Чингиз танатине çаклантăм эпĕ Хам айăппа. Я. Ухсай.

Тăнран тух

Тăнран (тăнтан) тух сходить / сойти [спятить, свихнуть, свихнуться] с ума (1. становиться сумасшедшим; 2. проявлять чрезмерное восхищение, восторг, нейстоствовать, увлекаясь кем-либо или чем-либо).
1. Эпĕ [Маруся], малтанхи самантсенче тăнран тухса кайнă пек пулнăскер, макăрса ятăм. А. Лазарева. Тăнран тухса каяс патне çитнĕ Кованый лейтенант койка çинчен çил вĕçтерсе антарнă пек вăшт кăна тăчĕ те, хăрах урипе сиксе, чӳрече патнелле ыткăнчĕ. Л. Агаков. 2. Кăмăлу сан, Елиссан, ылтăнран, Ху çавах тухан тăнран. В. Урташ. Хăшпĕр чухне тăнтан тухсах эп савнă, Хам савнă пулĕ — ман енне пăхман пурăнăç. Г. Ефимов.

Тĕлĕк кур

Тĕлĕк кур [тĕллен] видеть сон.
Пĕчĕк ывăлăмçăм, çывăр, тутлă тĕлĕк кур. И. Ивник. Çывăрса кайсан, эпĕ тĕлĕк тĕлленнĕ. Юхма М. Каçхине разведкăра пулнă юлташсем, темле тĕлĕк курса, мăкăртата-мăкăртата çывăраççĕ. В. Алентей.

Тĕлĕкре те курман

Тĕлĕкре те курман [тĕлленман] и во сне не снилось.
Унăн йăмăкĕ ман тантăш пуласса, хам унпа пĕр шкулта вĕренессе эпĕ тĕлĕкре те курма пултарайман. В. Паймен. — Çавнашкал тумланма тĕлĕкре те тĕлленменччĕ, — тет Раиса Кузьмина. Чăваш календарĕ.

Тĕп пул

Тĕп пул 1. разоряться / разориться; 2. замаяться, замучиться; 3. пропадать / пропасть, сгинуть.
1. Тарçине шанакан тĕп пулнă. Ваттисен сăмахĕсем. 2. Çав ĕçе тăваймасăр тĕп пултăм. 3. Тĕттĕмĕ тĕп пулчĕ, мăшкăл иртсе кайрĕ — Тин ирĕке тухрăн, тĕп чăваш чĕлхи. Çеçпĕл М. Тиек сăмахне илтнĕ-илтменех Пурмис мĕкĕрет хĕремесленсех: — Ăшалăр ăна чĕри çурличчен! Тĕп пултăр кунтах, эпир кайиччеи. С. Элкер. Тĕп пулать — кам хӳтлĕхе тарать. М. Сениэль. Хастарлантăм, пултăм Эпĕ комсомол. Хĕрлă ялав тытрăм, Айванлăх, тĕп пул. М. Аттай.

Тост çĕкле

Тост çĕкле [кала] провозглашать / провозгласить тост за кого-что, поднимать / поднять бокал за кого-что.
— Ирĕклĕх хăй тĕллĕнех килеймĕ, ăна вăйпа илме тивĕ. Эп çав вăйшăн тост çĕклеме хатĕр кирек хăçан та, — хăйса каларĕ Эльгеев. П. Осипов. Пĕр-пĕрин халăхне салам сунса тостсем çĕклеççĕ. С. Элкер. Эпĕ вырăс йăлипе, Тост каласшăн... Хамăршăн! Çĕнтерӳшĕн тетĕп эп, — Партишĕн те халăхшăн! П. Хусанкай.

Тупа ту

Тупа ту давать / дать клятву, клясться / поклясться.
Эпĕ тăван музыкăна ĕмĕрлĕхех юратрăм, ăна тĕпчесе вĕренме, халăх юррисене пухма тусăмсем умĕнче тупа турăм. А. Артемьев. Партизансем кунта тăшмансене паçăрах кĕтсе ларнă, хăйсен юратнă юрăçине çакса вĕлернĕшĕн тавăрма тупа тунă вĕсем. Л. Агаков.

Тутана тăс

Тутана тăс [пăр; ус] надувать / надуть губы [губки].
Эпĕ [Сантăр] тутана тăсса, сĕтел хушшине кĕрсе лартăм, кĕнеке вулам пекки тăватăп, анчах пуçа нимĕн те кĕмест. А. Талвир. «Мĕн тутуна усрăн мăрса?» — калаçрĕ вăл хăй тĕллĕн, пӳлĕмре каллĕ-маллĕ уткаласа çӳресе. К. Турхан. Каччă, тутине пăркаласа, хыçлă тенкел çине кайса ларчĕ. В. Ухли. Старик, çăварне йӳçĕ япала хыпнă пек, тутине пăркаласа илчĕ. Г. Краснов-Кĕçĕнни.

Ура хур

Ура хур [ларт, яв] подставлять / подставить ногу (ножку) кому, давать [подставлять] /дать [подставить] подножку кому (1. ура хур [яв] поставить свою ногу так, чтобы об неё споткнулся другой человек; 2. ура хур [ларт] исподтишка с умыслом вредить, пакостить; строить каверзы).
1. Кӳршĕри Миккуль мана ура хурсах ӳкерме те хăтланчĕ. А. Талвир. Кĕрешсен-кĕрешсен, мишер ачи ĕç тухманнине курать те Тимука ура хурса кăшт çеç çĕклесе пăрахать. С. Лашман. Унăн вăйĕ пĕртте çук, кĕрешнĕ чух вăл ура явса анчах ӳкерет. Уйăраймăн шыв сапса, Кăшкăраç: «Ура ан яв!». А. Афанасьев. 2. Эпĕ хама ура хурас текенсене тăлласа лартма пултаратăп-ха. В. Алентей. Хурăнсем ура хураççĕ çил ачине, малалла куçма памаççĕ. В. Харитонов. Кам пире ура лартмарĕ, Кам кăна кӳмерĕ-ши Чăрмав — Пурпĕр урапи чакмарĕ, Тăваллах хăпарчĕ вăл пĕрмай. Ю. Семенов.

Ура ярса пус

Ура ярса пус 1. шагать / шагнуть, ступать / ступить; 2. ура ярса ан пус чтобы ноги не было чьей где, чтобы нога не была [не ступала] чья где, ни ногой к кому, куда.
1. Эпĕ мĕн хĕл ларнăранпа çын ура ярса пусман çырмана чупса антăм. П. Львов. Чăрăшлăхри сĕткенлĕ сывлăшĕ те ура ярса пусмассеренех савăнтарать. Л. Талвир. 2. — Витене ура ярса ан та пустăр вăл. Уйра ĕçлесе тӳрре тухтăр, — терĕç пурте харăсах. В. Алентей. Малтанах пĕлнĕ пулсан, Ануксем патне ура ярса пусмăттăм. Н. Мранькка. Çавăнтан вара эпĕ вĕсен пахчине ура та ярса пусман.

Урана çĕре тивертмесĕр

Урана (урасене) çĕре тивертмесĕр (чуп) во весь дух, не чуя под собой земли (бежать).
Эпĕ вара урана çĕре тивертмесĕр киле çитсе ӳкрĕм те питĕрĕнсе лартăм. Хăранипе ачасем урисене çĕре тивертмесĕр чупнă.

Урлă пул

Урлă пул вздорить / повздорить; жить не в ладу.
Мĕншĕн урлă пултăмăр-ха эпир? К. Турхан. [Юсманов:] Каçарăр мана, Ольга Сергеевна. Эпĕ сирĕнпе урлăрах пултăм курăнать. С. Ялавин.

Усă кăтарт

Усă кăтарт [кӳр, ту] приносить / принести пользу кому, чем, в чём, какую.
Мĕн кирлине йăлтах илейрĕн эсĕ, Кӳместĕн кăшт та усă халăха. Г. Орлов. Халăха çĕрпе ирĕк парас тесе тăрăшакан депутата вĕлерме укçалла тытакан çынсем халăха усă кăтартайĕç-ши? Хыпар. Эпĕ заводра ĕçлени те фронтовиксене усă кӳрĕ тесе, аттепе анне, чăнах та, мана хирĕç пулмарĕç. А. Талвир. Уйкас ялĕнче учитель халăха усă тăвасшăн пахчасем чĕртрĕ, вĕлле хурт ăнтарчĕ. Хыпар.

Ӳкенĕçе юл

Ӳкенĕçе юл каяться / раскаяться, сожалеть.
— Ăçтан çаклатрăр эсир ăна [лашана]? — ыйтатăп эпĕ старшинаран, хам çав самантрах çакă килпетсĕр сăмах тухса кайнăран сасартăк ӳкĕнĕçе юлатăп. А. Алка. — Тавтапуç сире, пысăк тав, комиссар. Эсир ӳкĕнĕçе юлмăр. Ю. 3банацкий.

Хак пар

Хак пар оценивать / оценить (1. назначить цену; 2. дать ту или иную оценку кому-чему; расценивать; 3. признать достоинства или заслуга кого, чьи)
1. Хак парсах санне туянĕç, Сан мерчен те, кĕмĕл те. П. Хусанкай. Хресчен нушипе ялти усламçăсем усă курнă, тырра йӳнĕ хак парса, хакла сутса услам илнĕ. И. Кузнецов. 2. Революци хыççăн çынсен ăнлавĕсем мĕнпур япаласене çĕнĕ хак пачĕç. Е. Еллиев. 3. — Ăна ырласшăн мар эпĕ. Ан тив, ман ывăла çынсем хак паччăр. Н. Мранькка. Çеçпĕл Мишшине унăн Украинăри тусĕ питех те пысăк хак панă. В. Долгов.

Харама юл

Харама юл пропадать / пропасть даром.
Эпĕ вилес карчăк, кăçал вилсен, эпĕ тырă вырни ахалех харама юлать. В. Канюков.

Хăлхана чик

Хăлхана чик 1. слушать кого-что; 2. слушаться кого-чего.
1. Пурмис, мăн сухал, хĕрхенмест çынна, — Никам сăмахне чикмест хăлхана. С. Элкер. Ахтупай вăрçнине хăлхана чикмесĕр Эрнепи çĕр пурте тирпейлеме, арçынсем касса хатĕрленĕ пушăта тĕркесем туса тула кăларма пикенчĕ. К. Турхан. 2. Эпĕ ăна хăлхана чикмерĕм. Л. Талвир.

Хирĕç кай

Хирĕç кай идти / пойти против кого-чего.
— Халăха хирĕç кайма никам та хăяймĕ, — тепĕр шухăш пачĕ Полина. М. Кипек. Эпĕ вĕрентекен чăвашсем хушшинче патшана хирĕç кайма пикенекен çын тупăнасса аса та илмен. Н. Мранькка.

Хирĕç тыт

Хирĕç тыт сопротивляться кому.
Юрĕ!.. Ахтупай пичче, эпĕ сана хирĕç тытмарăм, анчах тата тапăнсан — ватти-мĕнне тиркесе тăмăп. П. Осипов.

Хисеп ту

Хисеп ту 1. считать / сосчитать, посчитать кого-что; 2. оказывать / оказать честь, почёт кому.
1. Манпа пĕрле кĕпере сирпĕнтерсе яма пынă салтаксене пĕрерĕн-пĕрерĕн чĕнсе кăларса хисеп турĕç. С. Аслан. Хисеп турĕ те питĕ хăвăрттăн Тăрса утрĕ казарма енне. А. Алка. 2. Ăслă каларăн, хĕрĕм, хисеп турăн аçуна. Ĕнтĕ сана çакăншăн çур мулăма паратăп. Чăваш халăх сăмахлăхĕ. — Çăкăрпа тăвартан аслă мар эпĕ, вĕсене ялан хисеп тунăччĕ. Н. Патман. Эпир çакăнта кĕрешӳре пуçĕсене хунă юлташăмăрсене асăнса хисеп тума пухăнтăмăр. Чăваш календарĕ.

Чĕлхене çăт

Чĕлхене çăт проглотить язык.
Аслă тухтăр Потопальский çине тăрăххăн пăхса илчĕ. Леш чĕлхине çăтрĕ темелле. Ю. Званацкий. Эпĕ, чĕлхене çăтса янă пекех, чĕнмесĕр утатăп. В. Алентей.

Чун сӳлетет

Чун [чĕре] сӳлетет (сӳлетрĕ) [сӳ тăвать (турĕ)] мурашки бегают (забегали, пробежали, побежали) [ползают (паползли)] по спине [по телу, по коже].
Таçта вăрман варринчи вăрттăн кӳлĕ хĕррине пырса тухнă пек, вĕсене курсан чун сӳлетет. Хв. Уяр. Чун сӳлетсе илнипе хăвăртрах тухса кайма васкарăм. Ю. Скворцов. Хĕрĕн çинçе кӳлепи, вăл хытă ĕсĕклесе йĕнипе, сике-сике чĕтренсе пырать. Ăна курсанах, эпĕ шартах сикнĕ пек пултăм, чĕре сӳлетсе, çанçурăм пĕçерсе кайрĕ. С. Элкер. Нинăн чĕри, тем ырă марра сиссе, сасартăк сӳ туса илет. А. Ĕçхĕл.

Чуна çĕклентер

Чуна çĕклентер [çĕкле] поднимать / поднять дух у кого, вдохновлять / вдохновить кого, поднимать / поднять настроение кого, у кого, чье.
Чуна çĕклет илемлĕ пурнăç ирĕ, Юрлас килет хаваслă та хитре. М. Захаров. Янкай уççăнрах юрă-кĕвĕ янравĕ! Чуна çĕклесе эс хускат таврана. Уйăп М. «Çуркунне татах та килĕ, — тетĕп лăпкăн ун чухне, — Çутçанталăк ăшă килĕ, Çĕклентерĕ çын чунне». П. Хусанкай. Эпĕ вăрман илемĕпе киленсе утатăп. Унăн илемĕнче чуна çĕклентерекен савăнăç та, шухăша яракан тунсăх та пур. В. Алентей.

Чухăна ер

Чухăна ер разоряться / разориться (в результате чего-либо).
[Улюна — Маврана:] Сан пата кивçене çӳреме чухăна ернĕ-им эпĕ? А. Кăлкан.

Чыс ил

Чыс ил прослашться.
Паллă трактористка эсĕ, Эпĕ хам та бригадир. Пикенмесĕр, ĕçлемесĕр Ку чыса илмен эпир. Н. Янкас.

Чыс кур

Чыс кур быть в почёте.
Басов пурăнчĕ, чыс курчĕ Виçĕ кун çак килйышра. П. Хусанкай. Эпĕ килтĕм тăван килне, нумай та тăмарăм, чыс куртăм. Хăшĕ пысăк чыс курать, хăшĕ пулать çын кулли.

Шак хур

Шак хур [яр] намекать / намекнуть; шак хурса (калаç) говорить обиняком, намёком выражать свою мысль; син.: сăмах тĕк [тĕрт, вăлт].
Ылтăн Ахвашиçĕ пĕринче Шак хурса каларĕ: «Лариван, Антихрист капанĕсем çинче Мĕншĕн халь те ташламасть автан?» Ю. Семенов. Чунтанах Михайлова сунаççĕ Вăрăм ĕмĕрлĕ пулма, Сăмах майăн шак хураççĕ Савнă мăшăр та тупма. Я. Ухсай. [Никандр — Праские:] Паçăр аннӳпе калаçнă чух, эпĕ те сан пирки шак ярса пăхрăм-ха. А. Кăлкан.

Шак хыт

Шак хыт цепенеть / оцепенеть (под влиянием какого-либо сильного чувства).
Пĕтĕм агрономсем тĕлĕнсе шак! хытса кайрĕç. А. Ĕçхĕл. Тĕлĕннипе шак хытса тăтăм. А. Артемьев. Тусем енчен сасартăк темĕнле сасă илтĕнчĕ. Эпĕ шак хытса тăтăм. М. Кипек. Çак тӳсме çук суя сăмахсене илтсен, Çеçпĕл чул пек шак хытрĕ. Ю. Званацкий.

Шанăçа тӳрре кăлар

Шанăçа [шанчăка] тӳрре кăлар оправдывать / оправдать надежду (надежды) кого, чью.
— Эсир çак кĕнекене илсе, аслă парти шанăçне тӳрре кăларасса шанатăп, — терĕ те подполковник Алмакова пĕчĕкçĕ кĕнеке тыттарчĕ, унăн аллине чăмăртарĕ. А. Медведев. Халĕ мана шкула таврăнма намăс марччĕ ĕнтĕ — эпĕ командованипе комсомол организацин шанăçне тӳрре кăлартăм. Ф. Орлов. — Аслă князь çапла шутлать: Шигалей хан, виççĕмĕш хут Хусан престолне йышăнса, государь шанчăкне тӳрре кăлараймарĕ. К. Турхан.

Шанчăка çухат

Шанчăка (шанчăк) [шанăçа] çухат терять / потерять надежду.
— Эпĕ ĕнтĕ, эсир килместĕр пулĕ, çаплипех вилме тивет тесе, пĕтĕм шанчăка çухатнăччĕ. М. Данилов-Чалтин. Пурнăçра шанчăк çухатнисем ирĕксĕрех мĕнпе те пулин, мĕнле те пулин чуна йăпатмалли майсемпе меслетсем шыраççĕ. Уйăп М. Ăсансене пемелли вăхăт тахçанах иртсе кайни çинчен илтсен, самаях пăшăрханса ӳкрĕ. Анчах сунара каяс шанăçне вăл çухатмарĕ-ха. В. Краснов-Асли. Шанăçне çухатнă Марье мотоцикла тĕксе малалла утрĕ. А. Емельянов. Пирĕн çынна чи малтанах ĕнентерсе, ăс парса, ырă туса вĕрентмелле. Унсăрăн этем хаярланма, шанăçа çухатма пултарать. В. Алентей.

Ыйха пут

Ыйха пут погружаться / погрузиться в сон.
Эпĕ сĕтел хушшине мĕнле ларнă, çаплипех ыйха путнă. Г. Луч. Хĕрелсе хĕвел тухать, Çил ачи ыйха путать. В. Харитонов.

Ырă кур

Ырă (ыр) кур 1. быть счастливым; наслаждаться кем-чем; 2. пользоваться / воспользоваться чем.
1. Ĕçрен хăракан ыр курман. Ваттисен сăмахĕсем. Ĕнесем, сурăхсем, Мăнтăркка путексем Çĕнĕ курăк çинче Ыр кураççĕ паян. И. Малкай. Ĕлĕк эпĕ те итленĕ тутăх сăнчăр юррине. Мана пурнăç муритленĕ, Эп курман кун ыррине. И. Тукташ. 2. Бригадир чĕресĕр вара, сана савăш уйăхĕпе ырă курма вăхăт памарĕ. Н. Терентьев. Çунса кĕл пулччăр вăл ялсем, çĕр тĕлне анса кайччăр, анчах Урасмет ырă курса ан пурăнтăр вĕсенче. К. Турхан.

Экзамен тыттар

Экзамен тыттар экзаменовать кого-что.
Вĕсене эпĕ института кĕме экзамен тыттарнă. Ю. Скворцов. Петр Егорова 1755 çулта вырăссен паллă архитекторĕ Семен Волков архитектора вĕренме кĕме экзамен тыттарнă. Чăваш календарĕ.

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

анлăх

п.с. 1. Анлă уçă вырăн; уçлăх. Эпир [погра-ничниксем] çил-тăман çаврăнса, ахрашса тăракан тĕксĕм шурă анлăха ыткăнатпăр. В.Алендей, 1965, 21 с. Шур тĕтре пулса вăл [Сывлăмпи] çитнĕ çӳл тӳпемĕр анлăхне. Н.Теветкел, 1982, 91 с. Вĕçсĕр-хĕрсĕр анлăх ăна [ачана] хăй ытамне çавăрса илчĕ. Т-ш, 1993, 35 /, 7 с. Эпĕ вара дельтапланпа вĕçесшĕнччĕ, тĕнче çийĕн виçесĕр анлăхра ярăнасшăнччĕ. Л.Сачкова, 1996, 108 с. — ВЧС, 1971, 872 с. 2. Анлăш, талккăш, лаптăкăш. Çĕршыв анлăхĕ тĕлĕнтерчĕ ĕнтĕ икĕ пĕчĕк чуна. В.Элпи, 1983, 96 с. Кунашкал эпикăллă анлăх Агиверăн яланах новелла формипе шайлашать. Г.Федоров, 1996, 173 с. Тĕнчене хăвăр ăсăрпа виç енлĕ анлăх ăнлавне хĕссе кĕртсе лартнă та, çав картаран тухаймастăр. В.Эктел, 1996, 70 с.

арăслан

ç.п., астрол. Çулталăк çаврăмĕпе пыракан Хĕвел çав ятлă çăлтăр ушкăнне кĕрсен (24.VII—23.VIII) çуралнă çын. Арăсланăн сывлăха упрама тăрăшмалла. Т-ш, 27.02.1991, 7 с. Арăслансен сывлăхĕсем çирĕпленĕç, вĕсем хăйсен пултарулăхĕпе витĕмлĕхне кăтартĕç. К-ш, 1997, 39 /, 8 с. Эпĕ 33 çулта, ...гороскоппаАрăслан. ÇХ, 1999, 1 /, 10 с. Арăслансене пла-нетăсем çĕнĕ ĕç шырама канаш параççĕ. ХС, 1999, 14 /, 4 с.

асар-писерлĕх

ç.с. Йĕркесĕрлĕх, арăш-пирĕшлĕх (туп.), пăтрашу. Çĕршывра асар-писерлĕх, паллă марлăх хуçаланать, доллар вылять, правительствăра камсем пуласси татăклă мар, япаласем хакланаççĕ. ÇХ, 18.09.1998, 3 с. Çывхарса килет асар-писерлĕхсистерсех тăраççĕ чиркӳсем. ХХ, 2000, 7 /, 4 с. Эпĕ мĕнле асар-писерлĕхе кĕрсе кайнине пĕлетĕр-и эсир. Намăс. Ар, 2002, 38 /, 3 с.

асатте

ç.п., калаç. Çар хĕсметĕнче иккĕмĕш çул тăракан салтак (çара каярах килнисемшĕн). Раççейĕн хӳтĕлевçи ... кайран, вăхăт иртсен, «совет çарĕн аслашшĕ» пулса тискер кайăка тухать. А-и, 1992, 22 /, 2 с Ĕлĕк, эпĕ хĕсметре тăнă чух... «асаттесем» вăй пулнă. ÇХ, 1998, 42 /, 2 с. Хĕсметре çулталăк çурăна яхăн ĕнтĕ. Хăй халĕ «асаттесен» ретĕнче. ÇХ, 1999, 39 /, 4 с. Мĕн япала вăл «асаттесем» патак çитерни. Ар, 2001, 7 /, 1 с.

аудиокассета

ç.с. Сасă çырса илмелли тата магнитофон ăшне лартса итлемелли магнитлă хăюпа йĕнни. Çакскер гаража кĕрсе автомагнитола тата 7 аудиокассета хĕстерсе тухнă. Х-р, 5.02.1997, 2 с. Эпĕ вĕсене... «А.Красновăпа Р.Грачева юрлаççĕ» аудиокассета парнелетĕп. Т-ш, 1999, 48 /, 7 с. «Юрату» [ушкăн] тăватă аудиокассета, 65 минута тăсăлакан видеокассета кăларнă. Х-р, 11.08.2000, 4 с.

аура

ç.с. 1. Парапсихол. Чĕрĕ чунăн ӳт-пĕвне хупăрласа тăракан, вышкайсăр сисĕмлисем (экстрасенссем) кăна куракан çутă пайăрка сийĕ; биоуй (туп.). Çын аури, тепĕр майлă каласан, биоуйĕ (е кĕлетке тавра тытăнса тăракан куçа курăнман мĕлке) тăрăх диагноз лартма пулать. Х-р, 27.06.1992, 3 с. Иисус Христосăн аури сарă тĕслĕ пулнă. Я-в, 1995, 9 /, 105 с. Экран çинче вăл [хĕрача] çĕр çывăхĕнчи орбитăра ĕçлекен çынсен аурине курма пултарнă. ÇХ-рĕ, 15.12.1999, 4 с. Аура çирĕп, вăйлă пулсан сире нимĕнле хура вăй та, нимĕнле тухату та çĕнтереймĕ. С-х, 2000, 27 /, 3 с. — аурăн асамлă çути (Я-в, 1995, 10 /, 42 с.). 2. Куçăм. Этем, чĕрчун е япала хăй таврашĕнчи çынсене кӳрекен витĕм. Тен, эпĕ те такамшăн Турă... Ырсунăм кăмăлĕ — аура. Л.Федорова //Я-в, 1991, 4 /, 7 с. Вера Кузьминичнăна çур ĕмĕр ытла [театрти] çак аура витĕм кӳрсе тăрать (ХК, 1998, 37 /, 15 с.). Пирĕн Таньăсене тата темле «аура» текенни пĕрешкеллетет ахăр. ÇХ, 1999, 3 /, 4 с. 3. Куçăм. Пĕр-пĕр пулăмпа çыхăннă лару-тăру, ĕç-пуç. Наци философийĕ, пурнăç аури ... авалхи тĕнре мĕн тери уçăмлă палăрать. Х-р, 17.12.1992, 3 с. Хăйне евĕрлĕ аура хуçаланать. Х-р, 25.12.1997, 4 с. Вăл [тĕп режиссер] артистсем сцена çинче хумханнине, ... залра хăйне майлă «аура» пулнине лайăх туйса илнĕ. Х-р, 13.04.2001, 2 с.

ачапча

п.в. 14—16 çула çитмен ачасем; ача-пăча. Çуралтăр хурт кĕшки пек ачапча... П.Хусанкай, 1968, 68 с. Ачапча пек савăнать симĕс тумлă тĕнче. Н.Петровский, 1974, 8 с. Тĕлĕнетĕп эпĕ хамăр халăхран, президента ачапча шайĕнчи çынна (...) та суйлама хатĕр. Н.Исмуков //Х-р, 21.07.1992, 3 с; Я-в, 1992, 4 /. Ачапча ачапчах ĕнтĕ вăл, ашкăнасси, алхасасси унтах. Л.Мартьянова //Т-ш, 1999,10 /,8 с. — ачапча вăййи (А.Афанасьев, 1985, 98 с.); ачапча тетти (Г.Айхи, 1990, 34 с.); ачапчалла хăтлан (Ю.Артемьев, 1991, 7 с.); — ял ачипчи (М.Сениэль, 1990, 140 с.); чăваш ачипчи (ÇХ, 1999, 9 /, 12 с.). — Егоров, 1936, 69 с.; Егоров, 1954, 21 с.

биоэнерги

ç.с. Биохăват (туп.). Эпĕ хамăн биоэнергипе никама та усал туман, тумастăп та... Çав вăй йывăрлăха кĕрсе ӳкнĕ е чирлĕ çынсене пулăшма та çитет. Х-р, 17.07.1992, 4 с.

бодибилдинг

ç.с. Тĕрлĕ йывăрăшсемпе вăй-хал хăнăхтарăвĕсем туса мускулсене тĕреклетмелли, хул-çурăма патварлăх кӳмелли ăсталăх; культуризм. Бодибилдинг енĕпе республикăн уçă чемпионачĕ иртрĕ. ÇХ, 6.10.1997, 2 с. Бодибилдинг асамлăхĕ юлашки вăхăтра Чăваш ен çамрăкĕсене те тыткăнларĕ. ÇХ, 9.10.1998, 12 с. Эпĕ бодибилдингпа аппаланмастăп пулин те, хул-çурăм питĕ тĕреклĕ. ÇХ, 1998, 52 /, 4 с. — ЧР Бодибилдинг федерацийĕ (Х-р, 18.09.2001, 2 с.); бодибилдинг президенчĕ (Х-р, 18.06.2002, 4 с.).

бомж

ç.с. Килсĕр çын; çапкаланчăк, сĕтĕрĕнчĕк, сулланчăк. Бомж пӳрнисем ăнсăртран кăна дактилоскопи карто-текине лекнĕ. Х-р, 28.09.1996, 4 с. Те бомжсем, те ашкăнчăксем унти [подвалти] ăпăр-тапăра тивертсе янă. Х-р, 8.06.1999, 4 с. Асăрханă-и, «перестройкăранпа» хулара бомжсем те нумайланчĕç. ÇХ, 2000, 11 /, 5 с. «Тек ĕнтĕ эпĕ хĕрарăм мар, бомжа»,тесе хучĕ. ЧХ, 2000, 35 /, 8 с. — бомжа тух (Х-р, 18.06.2002, 2 с.; К-н, 2002, 7 /, 4 с.).

брифинг

ç.с. Официаллă çын, пĕр-пĕр элчĕ (предста-витель) — журналистсене пухса — пайăр ыйтăва, темăна уçăм-латни; пĕчĕк пресс-конференци. Эпĕ ăна [информацие] СССР Шалти ĕçсен министерствинче ирттернĕ брифингран илнĕччĕ. Я-в, 1991, 5 /, 16 с. А.Яковлев Кремльти брифингра Раççей тата ют çĕршыв журналисчĕсене Кронштадри инкек-синкек чăнлăхне уçса паракан документсене кăтартнă. Х-р, 1994, 6 /, 1 с. Çа-кăн пирки Федерацин хăрушсăрлăх службин Чăваш Республикинчи управленийĕнче иртнĕ брифингра пĕлтерчĕç. ÇХ, 18.09.1998, 2 с.

видео

ç.с. 1. Электричество сигналĕсене экран çине куçарса информаци илмелли (курмалли тата илтмелли) мел. Хăвăрах шутлăр-ха, нивушлĕ видео юхăмне чарса çитереттĕмĕр. КЯ, 27.10.1990, 2 с. Пысăк тавракурăмлă вăл [хальхи ача]. Тĕрлĕ видео тата ытти техникăна пула хăвăрт аталанать. Х-р, 27.03.1997, 4 с. Кунта радио, телевидени, видео, Интернет системи т.ыт. те витĕм кӳреççĕ. УС, 10.04.1998, 7 с. 2. Видеокамера (туп.). Тем пулас пур тесе ун чухне видеопа ӳкерсе илнĕ. ÇХ, 1999, 29 /, 1 с. Ывăл эпир стройпа пынине видеопа ӳкерсе илнĕ те, пăхасшăн-ха. Х-р, 12.05.2000, 1 с. 3. Видеопленка (туп.). И.Ульянов çул çӳреври пур утăма та видео çине ӳкернĕ. ÇХ, 29.05.1998, 2 с. Эпĕ ку юрра ... видео çине пĕрремĕш хут 1993 çулхине çыртарнă. А-и, 2000, 1 /, 8 с. Хĕрарăмсем çак фильма видео çине çыртараççĕ те ... темиçе хут çавăрттараççĕ. Х-р, 12.07.2002, 3 с. 4. Видеофильм (туп.). Пушă вăхăтра видео курассине [йĕрке-леме] ... кирлĕ хатĕрсене штаб парса ячĕ. Х-р, 22.07.1992, 4 с. Юлташĕ видео курма пырса ларать. ÇХ, 10.04.1998, 5 с. Халь кашни килте видео пăхаççĕ. Х-р, 6.07.1999, 1 с. Видео, «Брил-лиантовый полицейский», «Конец света». ÇХ, 2000, 11 /, 12 с.

видеокамера

ç.с. Пурнăç саманчĕсене сасси-мĕнĕ ӳкерме, видеофильм (туп.) тума май паракан хатĕр. 20-мĕш çулсенче чăваш хăйĕн илемлĕ фильмĕсемпе мухтанма пултарнă. Халĕ, видеокамера çине видеокамера тата ытти чаплă аппаратура пур вăхăтра, нимĕн те тумастпăр. Х-р, 19.02.1994, 1 с. Видеокамерăна ăçта вырнаçтарнине тупса пиншакпа хупламалла. ÇХ, 1999, 13 /, 8 с. Эпĕ вара çакна пĕтĕмпех видеокамерăпа сăнаса пурăнтăм. ÇХ, 1999, 41 /, 5 с. — видеокамерăпа ӳкерсе ил (Т-ш, 1999, 3 /, 8 с.; Ч-х, 1999, 27 /, 7 с.; М-лла, 2000, 6 /, 2 с.; Ар, 2001, 11 /, 1 с.).

видеосалон

ç.с. Видеофильм пăхмалли пӳлĕм; видеозал. Вăт, теççĕ, комсомол видеосалонсем уçнă та вĕсенче тем те кăтартать. КЯ, 27.10.1990, 2 с. Видеосалонсене хупрĕç. П-н, 1990, 3 /, 7 с. Видеосалонсем ĕçлерĕç, экрансем çинче «çуйкăнлăх империйĕсем», эммануэльсем мĕлтлетсе иртрĕç. Х-р, 17.06.1993. Эпĕ ... темле кооператив уçнă видеосалонра пулнăччĕ. Пĕрисем чĕнсе кайнăччĕ çав хальхи «улаха». В.Эктел, 1996, 92 с.

гимнази

ч.с. Пĕтĕмĕшле пĕлӳ панисĕр пуçне гуманитари, эстетика е физика-математика предмечĕсене тĕплĕ вĕрентни тата çавăн пек шкул. Наци лицейĕсемпе гимназийĕсем йĕркелени питĕ вырăнлă. Х-р, 21.10.1992, 4 с. Ачăрсене Шупашкарти лицейсене, гимназисене вĕренме ярсан вĕсемшĕнех лайăх пулĕ. ÇХ, 27.02.1998, 1 с. Шкул хыççăн эпĕ Чăваш патшалăх университечĕ çумĕнчи гимназие вĕренме кĕтĕм. Т-ш, 1999, 48 /, 3 с. — каçхи гимнази (Х-р, 2.09.1992, 2 с.); чăваш-нимĕç гимназийĕ (Т-ш, 1999, 44 /, 3 с.).

гомосексуалист

п.с., ç.с., калаç. Пĕрешкел арлăхлипе ар хутшăнăвне кĕрекен çын; арсене савакан арçын. Сана эпĕ арçын ача пуль тенĕччĕ, паянтан вара иккĕлене пуçларăм, е гомосек, е гермафрадит эсĕ! Б.Чиндыков //ТА, 1988, 10 /, 24 с. Вăл «гомосексуалистсен çĕнĕ культурине туса ху-малли» плансемпе паллашатарнă. Х-р, 26.08.1993. 4 с. Ĕлĕк йышсăр пулнă гомосексуалистсен шучĕ ӳссе кайнă пек туйăнать. ÇХ, 1999, 6 /. 8 с. Аслăраххисем хĕрсемпе те кăсăкланнă, хăйсене гомосексуалист тесе шутламан.~~ Т-ш, 2000, 31 /. 4 с. — гомосексуалистсемпе лесбиянкăсен союзĕ (Х-р, 15.05.1997, 3 с.).

гомосек

п.с., ç.с., калаç. Пĕрешкел арлăхлипе ар хутшăнăвне кĕрекен çын; арсене савакан арçын. Сана эпĕ арçын ача пуль тенĕччĕ, паянтан вара иккĕлене пуçларăм, е гомосек, е гермафрадит эсĕ! Б.Чиндыков //ТА, 1988, 10 /, 24 с. Вăл «гомосексуалистсен çĕнĕ культурине туса ху-малли» плансемпе паллашатарнă. Х-р, 26.08.1993. 4 с. Ĕлĕк йышсăр пулнă гомосексуалистсен шучĕ ӳссе кайнă пек туйăнать. ÇХ, 1999, 6 /. 8 с. Аслăраххисем хĕрсемпе те кăсăкланнă, хăйсене гомосексуалист тесе шутламан.~~ Т-ш, 2000, 31 /. 4 с. — гомосексуалистсемпе лесбиянкăсен союзĕ (Х-р, 15.05.1997, 3 с.).

зодиак

ç.с. Хĕвелĕн çулталăкра 12 çăлтăр ушкăнĕ витĕр иртекен çавра çулĕ (вуникĕ паллăллă пĕрлĕх). Çу уйăхĕн 21-мĕ-шĕнчен пуçласа ... хĕвел Зодиакăн Йĕкĕрешсем палли тĕлĕнче тытăнса тăрать. Х-р, 3.06.1992, 4 с. Зодиак Тигрне алла вĕрентме тăрăшакансем. ÇХ, 1998, 1 /. 1 с. Зодиак паллинчи ăнăçсăр кунсем. ЧХ, 2000, 34 /, 8 с. Зодиак палли тăрăх эпĕ Сурăх, хĕр тусăмСкорпион. Ар, 2001, 21 /, 3 с.

импотент

п.с. Ар вăйсăрлăхĕпе аптăракан, ар (арлăх) çыхăнăвне кĕме пултарайман арçын; халсăрри. Йывăра кайнă импотентсене ... инкекрен хăтарма çăмăлах мар. В-х, 7.10.1991, 8 с. Вăл хăйне импотент тесе шухăшлать, çак шухăш унăн пуçне пăралать. ÇХ, 2000, 11 /, 3 с. Эпĕ импотент мар, [анчах] ... мана секс пачах та кирлĕ мар. Х-р, 20.07. 2001, 3 с. Импотент ан пул! [Пуçелĕк]. Ар, 2001, 15 /, 4 с. — импотент-арçын (С-х, 2000, 17 /, 3 с.); импотент-еркĕн (Х-р, 18.08.2000, 3 с.); — ВЧС, 1971, 253 с.; — танл., лаша (Ашмарин, VIII, 65 с.).

инвестор

п.с., экон. Инвестици (капитал) хывакан çын е юридици сăпачĕ (туп.). Инвесторсене суйласа илмелли конкурс; инвесторсен условийĕсене тĕпе хурса тунă килĕшӳ. Х-р, 28.10.1997, 2 с. Эпĕ хам инвесторсем тупма тăрăшрăм, мĕншĕн тесен Раççей çав завода пăрахрĕ. Х-р, 22.02.1997, 1 с. Тулашри инвесторсем Чăваш ене инвестици хывĕç-ши ун чухне. ХС, 1999, 15 /, 2 с. Завода «Лидер-Трейдинг» компани ячĕпе инвесторсем килнĕ. ЧÇ-й, 2001, 2 /, 4 с. — инвесторсене явăçтар (Х-р, 29.05.2001, 2 с.); инвесторсене шыра (Х-р, 23.08.2001, 2 с.); инвесторсен пулăшăвĕ (Х-р, 16.11.2001, 1 с.). — ВЧС, 1971, 254 с.

итлевçĕ

п.с. Итлекен, тăнлакан, тимлекен çын. Калавçă хăйĕн халапне такмакланă хушăра та вулавçăсене (итлевçĕсене) асран ямасть. Н.Петров //Чăваш илемлĕ лит-ра чĕлхи, 1978, 98 с. Авторсем ... итлевçĕ е вулавçă çинчен мансах кайнă. И.Павлов //КЯ, 27.03.1991, 2 с. «Эпĕ çыртăм сăввине, эсир тупăр юррине», тет автор [М.Федоров] вулавçа, итлевçе. Х-р, 18.11.1998, 3 с.

йăпăлтилĕх

п.с., ç.с. Çынна сăмахпа çуни, икĕпитленсе ырă пулни; çукаланни, юмалани.Тен йăпăлтилĕх те мар, итлеме хăнăхни ... ытларах унăн. А.Емельянов, 1981, 5 с. Йăпăлтилĕх, чеелĕх, ултавкиревсĕр пулăмсем пулнине туйса ӳснĕ эпĕ. ÇХ, 1998, 40 /, 1 с. Пĕлет вăл, çут тĕнче маччи тытса тăраймĕ пылак йăпăлтату кăпăкĕнчи чапа. Н.Ишентей, 1997, 67 с.

йăпăлтату

п.с., ç.с. Çынна сăмахпа çуни, икĕпитленсе ырă пулни; çукаланни, юмалани.Тен йăпăлтилĕх те мар, итлеме хăнăхни ... ытларах унăн. А.Емельянов, 1981, 5 с. Йăпăлтилĕх, чеелĕх, ултавкиревсĕр пулăмсем пулнине туйса ӳснĕ эпĕ. ÇХ, 1998, 40 /, 1 с. Пĕлет вăл, çут тĕнче маччи тытса тăраймĕ пылак йăпăлтату кăпăкĕнчи чапа. Н.Ишентей, 1997, 67 с.

йĕкехӳре

1. Ç.п., астрол. Хĕвелтухăç йăлипе çулталăксен ылмашăвне кăтартакан вуникĕ паллăран пĕрремĕшĕ. Йĕкехӳре çулĕнче çуралнисен асăрханулăхпа тимлĕх сахал. ЯБ, 1990, 1 /, 63 с. Нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче унта [Китайра] Йĕке хӳре çулĕ пуçланать. Х-р, 23.01.1996, 3 с. 1996 çул, Йĕкехӳре çулĕ республикăна харăсах тăватă генерал парне-ленĕччĕ. ÇХ, 1998, 1 /, 2 с. 2. Ç.п., астрол. Çак чĕрчунпа палăртакан çулталăкра çуралнă çын. Йĕкехӳрен çынсемпе çураçуллăрах пулма вĕренмелле. Т-ш, 13.02.1991, 8 с. Гороскоппа эпĕ Йĕке хӳре. ÇХ, 1999, 1 /, 12 с. Пĕччен Йĕке хӳресем Качака çулĕнче юрату авăрне сикеççĕ. ÇХ, 2003, 2 /, 5 с.

йĕке хӳре

1. Ç.п., астрол. Хĕвелтухăç йăлипе çулталăксен ылмашăвне кăтартакан вуникĕ паллăран пĕрремĕшĕ. Йĕкехӳре çулĕнче çуралнисен асăрханулăхпа тимлĕх сахал. ЯБ, 1990, 1 /, 63 с. Нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче унта [Китайра] Йĕке хӳре çулĕ пуçланать. Х-р, 23.01.1996, 3 с. 1996 çул, Йĕкехӳре çулĕ республикăна харăсах тăватă генерал парне-ленĕччĕ. ÇХ, 1998, 1 /, 2 с. 2. Ç.п., астрол. Çак чĕрчунпа палăртакан çулталăкра çуралнă çын. Йĕкехӳрен çынсемпе çураçуллăрах пулма вĕренмелле. Т-ш, 13.02.1991, 8 с. Гороскоппа эпĕ Йĕке хӳре. ÇХ, 1999, 1 /, 12 с. Пĕччен Йĕке хӳресем Качака çулĕнче юрату авăрне сикеççĕ. ÇХ, 2003, 2 /, 5 с.

йĕкĕреш

ç.п., астрол. Çулталăк çаврăмĕпе пыракан Хĕвел çав ятлă çăлтăрсен ушкăнĕнче чухне (22.V—21.VI) çуралнă çын. Йĕкĕрешсен чи малтан хăйсен сывлăхĕшĕн тăрăшмалла. Т-ш, 13.02.1991, 7 с. Йĕкĕрешсене çемьери лару-тăру пăшăрхан-тарĕ. ХС, 22.01.1999, 4 с. Эпĕ Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчен, гороскоппа — Йĕкĕреш. ÇХ, 1998, 52 /, 12 с. Йĕкĕрешсем ... тунтикун туссемпе тĕл пулĕç. ÇХ-рĕ, 8.12.1999, 4 с. — Зодиакăн Йĕкĕрешсен палли (Х-р, 3.06.1992, 4 с.).

йог

п.с. Йога вĕрентĕвне тытса пыракан, йога хусканăвĕсене пурнăçлакан çын. Йог яланах хăраххăн. Хĕрарăмпа пурăнмасть... Вĕрентĕвĕ хушмасть. Хв.Уяр, 1978, 213 с. Хуравсене йогсен йăлинче тупма пулать. Х-р, 24.09.1992, 4 с. Кӳкеç йогĕ «Сам себе режиссер» телекăларăмра çĕнтернĕ. ÇХ, 2000, 37 /, 4 с. Эпĕ ... йог, ыратăва туймастăп. Ар, 2002, 13 /, 2 с. — й огсен секцийĕ (К-н, 1982, 17 /, 11 с.); йог пултарулăхĕ (Х-р, 3.09.1996, 4 с.);

канашçă

п.с. Пуçлăха канаш-сĕнӳ парса пулăшакан ятарлă çын; советник. Вăл Пăрттасăн чи шанчăклă ... канашçи. Юхма М., 1983, 129 с. Буш президентпа унăн тĕп канашçисем. Х-р, 15.01.1993, 3 с. Эпĕ ăна [президента] наци ыйтăвĕсемпе лайăхрах канашçă суйласа илме сĕннĕ пулăттăм. Х-р, 25.12.1997, 4 с. II Микулай патшан та канашçăсем нумай пулнă. ÇХ, 1998, 37 /, 3 с. — çар пуçĕн канашçи (ЧС, 1994, 9 кл., 7 с.); акционер обществин председателĕн канашçи (ÇХ, 1999, 10 /, 3 с.).

кăвакки

ç.п., калаç. Арсене савакан арçын; гомо-сексуалист, гей. Рим-католик чиркĕвĕсенче «кăваккисене» хытă сивлеççĕ кăна мар, ылханаççĕ те. Х-р, 15.05.1997, 3 с. Çав кăларăмах ОРТ генпродюсерне Константин Эрнста та «кăваккисен» шутне чиксе хучĕ. ÇХ, 1999, 6 /, 8 с. Эпĕ «кăваккисем» патне суйлав ĕçĕпе кайма хатĕрленетĕп-ха. Х-р, 2.03.2000, 4 с. Çакă [шăрçа] эсир «кăваккине» пĕлтермĕ, пачах урăхла — питĕ стильлĕ пулĕ. ÇÇ, 28.04.2000, 4 с. — «кăваккисен» кланĕ (ÇХ, 2002, 23 /, 5 с.).

кăрлач

ч.с. Çулталăкăн пĕрремĕш уйăхĕ, январь. Кăрлач çаплах-ха юр аллать. А.Тимбай, 1985, 24 с. 1980 çулхи кăрлачăн 14-мĕшĕнче эпĕ ... Мускава таврăнтăм. Х-р, 26.06.1992, 2 с. 1941 çулхи раштав, 1942 çулхи кăрлач уйăхĕсенче шартлама сивĕсем тăчĕç. Ç-т, 1995, 4—5 /, 24 с. Чӳречерен юрпа сапать кăрлач. Н.Ишентей, 1997, 6 с. 1942 çулхи кăрлачра ... фронта ăсатма пуçланă. ÇХ, 2001, 47 /, 3 с. — кăрлач сивви (С.Шавлы, Юхма М., В.Алентей...); кăрлач шартлами (Ю.Сементер //Я-в, 2000, 4 /, 9 с.).

кĕвĕлĕх

п.с. 1. Сас-чĕвĕн илемлĕ янравĕ; килĕшӳлĕх, янравлăх, ĕнерӳлĕх. Юрă сăввин хăйĕн ритмĕ, кĕвĕлĕхĕ пур. Г.Ефимов //Я-в, 1968, 6 /, 30 с. Поэзи ... музыкăна çывăх тăракан кĕвĕлĕх. Г.Айхи //ТА, 1988, 10 /, 57 с. Лена юрлакан юрăсем çепĕçлĕхпе, кĕвĕлĕхпе тыткăна илеççĕ. Х-р, 20.01.1994, 4 с. Илле Тукташ кĕвĕлĕхĕпе çунатланса эпĕ те хамăн сăвă сăмахĕсене çырса панăччĕ. Ар, 2001, 17 /, 2 с. — сăвă кĕвĕлĕхĕ (ТА, 1998, 1 /, 14 с.); сăввăн кĕвĕлĕхĕ (Х-р, 11.11.1999, 1 с.); сасăсен кĕвĕлĕхĕ (ХШ, 2000, 4 /, 102 с.); асамлă кĕвĕлĕх (ЧЕ, 1999, 8 /, 5 с.); — ВЧС, 1971, 124 с., 338 с., 355 с. 2. Шайлашулăх, çураçулăх, килĕшӳлĕх. Çын кăмăлĕ тĕнче кĕвĕлĕхне тупсан çеç чăн-чăн поэзи ӳкерчĕкĕсем çуралĕç. Н.Петровский //ЧЕ, 1992, 21 /, 15 с. Шуйттан ... пурнăçри çураçулăхпа кĕвĕлĕхе пĕрмаях пăсса пынă иккен. ЧС, 1994, 8 кл., 321 с.

лĕпĕртетӳ

п.в. Талпас çапни, сăмах авăртни; лапăртату, сӳпĕлтетӳ. Ме, вула... Лайăх сĕнӳ панă-и эпĕ е ниме тăман лăпăртату çеç кунта. К-н, 1977, 18 /, 8 с. Анчах эпир концерта кайсан мĕн куратпăр. Сывлăшпа карăнтарнă хăмпăсем тата лĕпĕртетӳ. ÇХ, 1999, 29 /, 12 с.

лăпăртату

п.в. Талпас çапни, сăмах авăртни; лапăртату, сӳпĕлтетӳ. Ме, вула... Лайăх сĕнӳ панă-и эпĕ е ниме тăман лăпăртату çеç кунта. К-н, 1977, 18 /, 8 с. Анчах эпир концерта кайсан мĕн куратпăр. Сывлăшпа карăнтарнă хăмпăсем тата лĕпĕртетӳ. ÇХ, 1999, 29 /, 12 с.

лобби

п.с. Хăйне кирлĕ пек йышăнусем тумашкăн тӳре-шарана (туп.) тата саккун кăларакансене вăйăм кӳрекен ушкăн; хистев ушкăнĕ. Президента [Ельцина] тӳнтерле витĕм кӳресрен шикленнĕ «Химпромăн» хăватлă лоббийĕ ... Федорова Советсен çурчĕ умĕнчех тăратса хăварнă. Х-р, 15.09.1992, 3 с. Çакă кĕ-пĕрнаттăрсен Думăри лоббине çеç кирлĕ мар. Х-р, 7.10.2000, 1 с. «Енчен те Президент пулсан» эпĕ лобби йăлине кăклама тăрăшăттăм. ÇХ, 2003, 8 /, 7 с.

магистр

ç.п. Ăрăмçăсен (туп., 1) ятарлă пĕлӳпе ăсталăх шайне палăртмалли сумлă виçе. Юрий Лонго чăваш тухатмăшне В.Яндимиркина магистр ятне панă. Х-р, 15.10.1992, 4 с. Паллă сиплевçĕ В.Авдеев магистр вĕренме чĕнет. Х-р, 3.09.1996, 4 с. Сеанс пĕтсен эпĕ ăнлантăм, магистр патĕнче çеç сывалма пултаратăп. ÇХ, 1997, 41 /, 8 с.

мануаллă

ç.с., мед. Сусăрланнă вырăна алă витĕмĕпе сиплекен; алă вăйăмлĕ. Мануаллă терапи, ăна алă терапийĕ те теме пулать, юлашки вăхăтра уйрăмах вăйлăн аталанса пырать. Х-р, 18.09.1992, 3 с. Эпĕ [психотерапевт] вара массажпа, мануаллă терапипе тата психотерапипе усă куратăп. Х-р, 13.10.1993, 4 с. — мануаллă терапевт (Х-р, 17.06.1992, 4 с.); Республикăри мануаллă терапи центрĕ (Х-р, 14.07.1993, 4 с.).

медфак

п.с., кĕск. Медицина факультечĕ. Люда ... Чăваш университетĕнчи медфака кĕчĕ. Я-в, 1986, 10 /, 17 с. Çапла, чăн-чăн врач эпĕ халĕ, медфак студенчĕ мар текех. Ю.Силэм, 1989, 3 с. Медфакран вĕренсе тухнă хыççăн Йошкар-Олана психиатр пулса ĕçлеме ячĕç. Х-р, 16.03.1994, 3 с. — медфак пĕтер (К-н, 1977, 13 /, 10 с.; П.Осипов, 1984, 117 с.); медфакра вĕрен (ТА, 1988, 10 /, 22 с.).

менеджер

п.с., экон. Пĕр-пĕр тытăм (компани, предприяти, банк) ĕçне йĕркелесе-ертсе пыма тара тытнă çын; менеджмент ăсти, управляющи. Манăн пурнăçпа çав таранах интересленетĕр пулсан, хамăн менеджерпа та паллаштаратăп. Х-р, 29.06.1995, 3 с. Эпĕ акă хамах пуçлăх та, менеджер та, водитель те. ÇХ, 1999, 1 /, 2 с. Бизнес ĕçне пуçарса ярас текен çамрăкăн юрист, бухгалтер, менеджер ĕçĕсене тĕплĕ пĕлмелле. Х-р, 6.07.1999, 3 с. Университет хыççăн пĕр заводра менеджер пулса ĕçлерĕм. Ар, 2002, 13 /, 2 с. — менеджерсен йышĕ, менеджер-экономист (Х-р, 25.06.1992, 1 с.); менеджер дипломĕ (Х-р, 15.06.1993, 1 с.); менеджер профессийĕ (К-ш, 23.06.2000, 1 с.); менеджер туп (Х-р, 25.12.1997, 4 с.); — коммерци менеджерĕ (Х-р, 24.01.1996, 1 с.); фирма менеджерĕ (С-х, 2000, 34 /, 4 с.).

микрокалькулятор

ç.с. Чиксе çӳреме меллĕ пĕчĕк калькулятор (туп.). Эпĕ микрокалькулятор тытмасăрах, логарифм линейкипе кăна ... район комплексĕ миçе миллион тенкĕ тăкак кӳнине шутласа кăларма пултаратăп. А.Емельянов, 1990, 218 с. Микрокалькуляторпа ... ĕçлĕр, хушăр, кăларăр, хутлăр, пайлăр. ЧЧ, 1998, 6 кл., 91 с.

нарăс

ч.с. Çулталăкăн иккĕмĕш уйăхĕ; февраль. Нарăсра лăпкăрах вĕри юнăм. В.Пехил, 1990, 24 с. Заводсем пĕлтĕрхи нарăсранпа ĕç укçи тӳлеймеççĕ. Х-р, 10.04.1998, 1 с. Кун çинчен «Урал сасси» хаçат нарăсăн 19-мĕшĕнче тухнă номерĕнче самаях тĕплĕ каласа панăччĕ. УС, 10.04.1998, 3 с. Кăрлачăма чунтан савсан та хурлаймăп эпĕ нарăса. Ю.Сементер //Я-в, 2000, 4 /, 10 с. — нарăс кунĕ (П-н, 1990, 2 /, 3 с.); нарăс пуçламăшĕ (ЧС, 1993, 10 кл., 93 с.); нарăс каçĕсем (Х-р, 14.03.1996, 4 с.); Нарăсри революци хумĕ (Х-р, 27.02.1997, 3 с.); нарăсри пенси (ÇХ, 2000, 12 /, 4 с.); — кăçалхи нарăс (Х-р, 4.09.1996, 2 с.); çитес çулхи нарăс (ÇХ, 1999, 42 /, 3 с.).

пародиле

ç.с. Пĕр-пĕр жанрăн е хайлавăн (произве-денин) хăй евĕрлĕхне, паллă çыннăн манерне тăрăхласа евĕрле. Ухсай хăй поэмине çав жанр [эпос] паллисемпе килĕшӳллĕн пуçласа ярать, çав вăхăтрах вĕсене пародилет те. ЧЛ, 1994, 11 кл., 28 с. Халĕ эпĕ И.Вдовина пек юрлама, Кĕлпук мучи евĕр пуплеме пĕлетĕп... М.Горбачева пародилеме пултаратăп. Т-ш, 1998, 2 /, 2 с. Пĕри эстрада çăлтăрĕсен юррисене пародилесе шăрантарчĕ. Х-р, 11.04.2001, 1 с.

политологи

ç.с. Политикăпа общество тытăмĕн хутшăнăвĕсене, политика пулăмĕсене тишкерекен ăслăлăх; по-литика ăслăхĕ. Çак кунсенче Чăваш патшалăх университечĕн ... 4-мĕш курс студенчĕсем «политологи» текен дисциплинăпа зачет тытрĕç. Х-р, 17.06.1992, 1 с. Çапах та пирĕн юмористсем кăштах политологи еннелле сулăнаççĕ. Х-р, 28.04.1994, 3 с. Аспирантурăра политологи енĕпе вĕренетĕп... Политологипе эпĕ яланах интересленнĕ. ÇХ, 2003, 2 /, 4 с. — политологи меслечĕсем (Х-р, 22.09.1992, 3 с.); политологи профессорĕ (Х-р, 28.02.1997, 2 с.).

пулă

ç.п., астрол. Хĕвел çулталăк çавринчи 12-мĕш çăлтăр ушкăнне кĕрсен (20.II—20.III) çуралнă çын. Пулăсем Ăнăçу туррипе юнашар çӳреççĕ. Х-р, 3.10.1992, 3 с. Гороскоп тăрăх эпĕПулă (ÇХ, 1998, 3 /, 7 с.). Пулăсен ĕç питĕ нумай пулать. ХС, 22.01.1999, 4 с. Пулăсене ĕçлĕ, хирĕçӳллĕ эрне кĕтет. Т-ш, 2001, 33 /, 2 с.

пултаруçă

п.с. Пултарулăх ĕçĕн ăсти; пултăклă çын. Эпĕхалăх. Ĕçчен. Пултаруçă. Тĕнчене çĕнетме килнĕскер. П.Ху-санкай, 1958, 6 с. М.Федоров, К.Иванов, Ф.Павлов пек пултаруçăсем вăй панипе те Ю.Скворцовăн илемлĕх туртăмĕсенче парка хунав çĕкленет. Г.Федоров, 1996, 149 с. Ĕçпе мухтавлă халăхпултаруçă. ЧТ, 28.02.1998, 3 с. Поэтгармони ывăлĕ, ӳркевсĕр пултаруçă. М.Сениэль //ÇХ, 2000, 34 /, 8 с.; Я-в, 2000, 12 /, 59 с. — ВЧС, 1971, 733 с.; Егоров, 1954, 145 с.; Егоров, 1936, 372 с.

пушлăх

п.в. Пушăлăх, тĕпсĕрлĕх (туп.); çаралăх, пĕчченлĕх. Эпĕ таçта темĕнле вĕçĕмсĕр пушлăха чăматăп, чăматăп пек. Хв. Агивер, 1984, 112 с. Вăл ... хăйне темĕнле пушлăхри пек туйнă. Ч-х, 1999, 27 /, 7 с. Çак пушлăхра шăна та вăратаймĕ санăн шухăшна. К.Бельман, 1999, 34 с. — пушлăха тултар (Хв. Уяр, 1984, 170 с.; Х-р, 21.04.1993, 3 с.).

ăрăм

ч.п. Асам, тĕлĕнтермĕш хăват; юм. Пичугин феноменĕ маги мар, ăрăм та мар. КЯ, 19.12.1989, 4 с. Шупашкарта хайхи çиçĕм пек çутă та хĕвел пек хĕрӳ пайăркаллă, ăрăм хăвачĕллĕ ... чăваш чĕлхипе калаçакансене курсах каймарăмăр. Я-в, 1990, 7 /, 30 с. Илем асамĕнчен, ăрăмĕнчен юрату вучĕ ăшне ... кĕрсе ӳкесрен чăннипех те хăранă эпĕ. В.Эктел, 1996, 102 с. Мĕнре-ши Ухсай Яккăвĕн ... харкам хăйле тĕнчин ăрăмĕ. Х-р, 27.12.2001, 4 с. — ăрăм сăмахлăхĕ (П.Метинпа А.Мефодьев, 1997, 9 с.); — юрату ăрăмĕ (ÇХ, 2001, 34 /, 11 с.); Дебюсси ăрăмĕ (Я-в, 2000, 4 /, 14 с.); Атăл ăрăмĕ (Х-р, 18.06.2002, 3 с.).

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

банзай

Япония çыннисем ура! тиесси вырăнне кăшкăракан сăмах. Пĕр çын салтакран Япония çыннисем ура! тиесси вырăнне урăх тĕрлĕ кăшкăрнине маннă, вĕсем темле кăшкăраççĕ тетчĕ-ха тесе тăрать манпа калаçнă чух. Эпĕ каларăм: вĕсем банзай! тесе кăшкăраççĕ терĕм [Хыпар 1906, № 19:299].

вире ял, вирьял

Атăл тăрăх çӳлелле пурăнакан чăвашсем; тури чăвашсем. Çапла ют çынсенĕн сăмахĕсене йышăнса хутăштарса калаçаканнисене кĕсем хăйсенчен Атăл тăрăх çӳлелле пурăнаканнисене вире ялсем тенĕ [Хыпар 1906, № 6:91]; Эпĕ çавăнпа тури чăвашсемпе (вирьялсемпе) анатри чăвашсем пĕр-пĕринчен пайтах уйрăм халăх-тăр тетĕп [Тимофеев 2002:38].

директор

пуçлăх; школасене пăхакан пуçлăх. Чи малтан эпĕ Николай Ивановича 1872-мĕш çулта Хусана вĕренме кайсан курса палларăм. Вăл эпир вĕренме кĕнĕ семинарияра пуçлăх (директор) пулса тăратчĕ [О Николае 1893:4]; Земство пĕр-пĕр школа тăвас тесен малтан школасене пăхакан пуçлăхсенчен (инспекторпа директортан) ыйтас пулать [Хыпар 1906, № 13:204]..

заповедь

Турă кĕнекинчи вунă япала çинчен пĕлтерекен сăмах; закон; Турă хушни; Турă йĕрки. Вунă япала çинчен пĕлтерекен сăмахсене (заповедьсене) Турă еврей халăхне Моисей пророк урлă Христос çураличчен 1615 çул малтан Синай тăвĕ çинче панă [Наставление 1896:21]; Турă хушнисене (заповедьсене) пĕлетĕн <…> [Господа 1898:105]; Турă йĕркисенчен (заповедьсенчен) пуринчен те чăн асли хăйшĕ тенĕ [Господа 1898:112]; Епле эпĕ аннем пиллĕхне, Туррăн аçуна, аннӳне хисепле, хăнах ырă пулĕ, çĕр çинчи ĕмĕрӳ вăрăм килĕ тесе хунă заповеде (закона) пурăнăçпа улăштарăп, епле эпĕ Турă законне пăсăп [Отец 1904:11].

ирĕк

[мĕн тăвас килнине туни]. Ирĕк акă мĕн: эпĕ е эсĕ çав-çав япалана тăвас тесен – тăватăн, тăвас темесен – тумастăн, вăл ирĕклĕ; çиес тесен – çиетĕн, çиес темесен – çимесĕр тӳссе тăратăн [Избранные 1905:48].

крават

(хальхилле кравать) вырăн. Пӳрте кĕрсен эпĕ сăнтан кайнă ама çури вырăн (крават) çинче выртнине куртăм <…> [Добродетельные 1910:7].

кун

гл. килĕш. Ачанăн акăшĕ Мариам шăллăма мĕн тăвĕç халĕ тесе аякран пăхса тăнă. Шăллĕне патша хĕрĕ илнине курсан вăл вĕсем патне пырса каланă: сире ачана тăрантаракан çын кирлĕ мар-и, эпĕ тупăп тенĕ. Патша хĕрĕ килĕшсен (кунсан) Мариам тавăрăнса хăй амăшне чĕнсе кӳнĕ [Священная 1883:26].

масар

çăва. Тĕн тĕлĕшĕнчен калаçас тесен те эпĕ сирĕнпе шикленерех анчах калаçатăп: мĕн каласан та таçтан масар (çăва) шăтăкĕнчен килсе кĕнĕ çын, Христос тĕнĕпе пурăнакан çын, тăван пулсан та эпĕ сирĕншĕн ют çын … [Архипов 1984:286].

мина

кĕрепенке кĕмĕл. Вăл хăйĕн вунă чурине чĕнсе илсе вĕсене вунă мина (вунă кĕрепенке кĕмĕл) парса каланă: эпĕ тавăрăниччен çак минăсемпе тупăш тăвăр тенĕ [Лука 19:13].

пакет

письме. Пăртак тăрсан хайхи офицер каллах çавăрăнса кĕнĕ те «Эпĕ сире полковник вăрттăн [пама] хушнă хута пама астуман» тесе пĕр пакет (письме) кăларса панă [Хыпар 1906, № 33:522].

пăрахут

вутлă кимĕ. Эпĕ пĕр вăхăтра тырăпа сут тăвакан пĕр пуян çын патĕнче пурăнтăм. Унăн пăрахучĕсем (вутлă кимĕсем) тырă турттарса Атăл шывĕ тăрăх çӳретчĕç, вĕсене ас тума мана хушнăччĕ [Добродетельные 1910:3].

рудник

ылтăн чул е урăх хаклă чул кăларма алтнă шăтăк. Эпĕ илтрĕм: вăл çурта туса пĕтерме Христос тĕнне тытакан çынсене тĕрмесенчен, рудниксенчен (рудник тесе ылтăн чул е урăх хаклă чул кăларма алтнă шăтăксене калаççĕ) кăларса килмелле теççĕ тенĕ [Фабиола 1912:14].

сатана

шуйттан. Евангелие çыракан сăваплă Иоанна Турă Ывăлĕ тĕлĕнмелле курăнса Кĕçĕн Азияри çичĕ чиркӳ çинчен пĕлтернĕ чухне вăл Пергамри епископ Антипа çинчен çапла калать: Эпĕ санăн ĕçӳсене те, эсĕ саттананăн (шуйттанăн) аслă вырăнĕ тăракан çĕрте пурăннине те, эсĕ Ман ятăма тытса тăнине те пĕлсе тăратăп <…> тет [Избранные 1905:36–37].

сăн

пит; кĕлетке. Эй Турă, пире ырăлăхлă пул, пире перекет пар, сăнна (питне) пире çутă хальлĕн тыт, çырлах пире [Пасхальнаяа 1882:31]; Эпĕ Никанора курсанах палларăм, мĕншĕн тесен Шăмалакра, йăмăкĕ панче, унăн сăнĕ (кĕлетки) пур [Архипов 1984:281].

сăнчăрта

касмăкра. Эпĕ (йытă. – Э.Ф.) кун каçиччен сăнчăрта (касмăкра) тăратăп [Букварь 1900:34]; Сăнчăрти (касмăкри) йытăран пуçне тата чĕкеçсенчен пуçне Елисана никам та палламан; анчах çав чĕлхесĕр янаварсем, касмăкри йытăпа чĕкеçсем каласа кăтартас пулсан та кам ĕненĕччĕ вĕсене унта? [Акăшсем 1908:32].

сыхла

усра. <…> Эпĕ пĕлетĕп Ăна, Унăн сăмахне те хисеплесе (усратăп) сыхлатăп [Евангелие 1880:42].

трапеза

чиркӳри апат пӳлĕмĕ. Малтанах эпĕ çак чиркĕвĕн апат пӳлĕмĕнче (трапезара) пурăнаттăм [Пустынница 1897:34].

уй

хир. Ĕне чирленине пĕлсенех ăна карташĕнчен пĕртте кăларас пулмасть, Вите пулсан хăйне анчах витене хупса хурас пулать е уйри (хирти) картана кайса хупас пулать [Исаков 1882:5]; Эпĕ вăр-вар чӳрече виттĕр кантур çуртне каялла кĕрсе карăм та тепĕр еннелле туха уялла (хирелле) чупрăм [Комиссаров 1918:10].

урăх

текех. Вăл Мана ĕненмесĕр çылăха кĕнипе Эпĕ Аттем патне кайăп тени тĕрĕссине, кайсан эсир Мана урăх (текех) курас çуккине те каласа пĕлтерĕ [Евангелие 1880:73]. <…> Христоса ĕненнĕ тăрăх аппа-йăмăк пулнă монахра пурăнакан юлташсемпе манăн урăх (тек) пурăнмалла пулмарĕ [Пустынница 1897:23].

хăпар

улăх. Хирих кон ирьтьсэссен Iисусъ Христосъ сӳлди сьут-сьандалыга хобарза (олыхса) кайны [Учение 1876:21]; <…> Апостолзэм кось-омыньчэх сӳльди сют-сяндалык-синэ хобарза (олыхса) кайны [Сöлдалык 1873:31]; Эпĕ пӳрт çине хăпарса (улăхса) лартăм [Комиссаров 1918:10].

хисепле

шутла. <…> Эпĕ хушнине тăвакана Манăн Атте хисеплĕ (шутлĕ) [Евангелие 1880:59]; Иудейсенĕн патши Ирод пулса тăнă вăхăтра Рим патши Кесар Август хăй патшалăхĕнчи халăха пурне те хисеплесе (шутласа) çырма хушнă [Священная 1883:67].

чиркӳ I.

ĕненекен ушкăн. Халĕ эпĕ сирĕншĕн асап курса савăнатăп, хамăн ӳтĕмпе асапланса Христос Хăй ӳчĕшĕн курнă хурлăха тултаратăп, унăн ӳчĕ – Чиркӳ (ĕненекен ушкăн) пулать [Кол. 1:24]; Вăсене пурне те пĕрле вырăс чĕлхипе Чиркӳ (Церковь) тенĕ; вăл сăмах чăвашла Христос тĕнне тĕрĕс тытса тăракан халăх тени пулать [О боге 1891:120].

çилник

пăлтăр. Васкаса çилнике (пăлтăра) чупса кĕнĕ чух эпĕ аттене тĕлех пултăм [Добродетельные 1910:7].

ăрăслă

телейлĕ. Эпĕ çапах килтисенчен пуринчен те ăрăслăрах (телейлĕрех) иккен: мана турă сире курма хушрĕ [Архипов 1984:291].

Çавăн пекех пăхăр:

энчен энченлен Энчухха эп « эпĕ » эпĕр эпе эпекле эпи эпигон

эпĕ
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150