Шырав: Вĕсем

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

авăрлан

2. возвр.
приготовляться, быть наготове
вĕсем çула тухма авăрланса тăнă — они совсем уже собрались тронуться в путь

акамлă

акамлă пул — становиться сводными сестрами
вĕсем акамлă пулнă — они стали сводными сестрами

аллăн

II. числ. собир.
в количестве пятидесяти
вĕсем аллăн — их пятьдесят человек

алмак

2.
кровный, близкородственный
вĕсем пĕр алмак — они кровные родственники (братья и сестры)

амаллă-хĕрлĕ

мать с дочерью, мать и дочь
вĕсем амаллă-хĕрлĕ пурăнаççĕ — они живут вдвоем — мать и дочь

аппаллă-йăмăклă

вдвоем (о двух сестрах)
вĕсем аппаллă-йăмăклă пурăнаççĕ — они живут вдвоем — старшая и младшая сестра

аслашшĕ

деда, дедовский, дедушкин
вĕсем аслашшĕ çуртĕнчех пурăнаççĕ — они живут в доме, который построил еще их дед

аташ

6.
роскошествовать, излишествовать, жить расточительно
апатран аташ — излишествовать в пище
вĕсем аташса пурăнаççĕ — они живут расточительно

аташлă

с одинаковым именем
вĕсем иккĕшĕ аташлă — они тезки
вăл манпа аташлă — он мой тезка

вăрç

2.
ругаться, браниться
амăшĕ ачине вăрçать — мать бранит своего сына
вĕсем шав вăрçаççĕ — они вечно бранятся

вăрçса ил —
1) отвоевать что-л.
2) повоевать
подраться (некоторое время)
3) поругать кого-л., поругаться (немного)

вăрçса кай — 1) подраться 2) разругаться
вăрçса тăк — обругать

вăрçăллă

2.
в ссоре, во вражде с кем-либо
вĕсем вăрçăллă пурăнаççĕ — они враждуют

вăрçăш

взаимн.
ссориться, скандалить, ругаться, браниться
вĕсем хутран-ситрен вăрçăшса илкелеççĕ — они иногда ссорятся

вĕсем

мест. личн.
они
вĕсем пурте кунта — они все здесь

вĕсемпе

мест.
тв. п. от вĕсем

ими
с ними

вĕсемпе пĕрле — вместе с ними
вĕсемпе калаç — поговори с ними

вĕсемсĕр

мест.
лишит. п. от вĕсем  

без них
вĕсемсĕр пуçне — без них, не считая их
вĕсемсĕр кайăпăр — пойдем без них

вĕсемшĕн

мест.
прич.-цел. п. от вĕсем

вĕсене

мест.
дат.-вин. п. от вĕсем:

вĕсенче

мест.
местн. п. от вĕсем:

вĕсенчен

мест.
исх. п. от вĕсем

от них
у них
из них

вĕсенчен пĕри — один из них
вĕсенчен ыйт — спросить у них
вĕсенчен темĕн те кĕтме пулать — от них можно ожидать всего

йĕкĕрешлĕн

подобно близнецам, как близнецы
вĕсем йĕкĕрешлĕн курăнаççĕ — они похожи как близнецы

каварлаш

1.
уговариваться, сговариваться, договариваться, уславливаться
вĕсем малтанах пĕрле кайма каварлашса татăлнă — они заранее сговорились поехать вместе

кайра

2.
в конце, в хвосте
вĕсем кайра сĕтĕрĕнсе пыраççĕ — они плетутся в хвосте

касă

5. разг.
группировка, группа
вĕсем икĕ касса уйрăлнă — они разделились на две группы

каçсерен

2.
каждый вечер, каждую ночь
вĕсем каçсерен клуба пухăнаççĕ — они каждый вечер собираются в клубе

катара

вдали, далеко, далеко, вдалеке
катара çутă мĕлтлетет — вдали мелькает огонек
вĕсем катара юлчĕç — они остались далеко позади

кăмăлла

1.
любить кого-что-л.,
симпатизировать
кому-чему-л.,благоволить к кому-л.
кăмăлламалла çын — симпатичный человек
кăмăлласа вула — читать с удовольствием
вĕсем пĕр-пĕрне кăмăллаççĕ — они любят друг друга
эпĕ ăна кăмăлламастăп — он мне несимпатичен, я его не люблю

кăна

1.  частица огранич.
только, лишь
вĕсем иккĕн кăна пулнă — их было только двое, они были только вдвоем
эпĕ ĕнер кăна çитрĕм — я прибыл лишь вчера

кĕçĕр

2.
в эту ночь, этой ночью, сегодня ночью — (говорят утром другого дня)
вĕсем кĕçĕр çĕрĕпех калаçрĕç — они сегодня всю ночь говорили

кĕтӳ

2.
пастушеский, пастуший
кĕтӳ апачĕ — пища для пастуха
кĕтӳ ачи — подпасок, пчстушонок
кĕтӳ йытти — пастушья собака, овчарка
Пин сурах шыва сикре, кĕтӳ ачи вĕсем хыççăн чăмрĕ. (Салмапа кашăк). — загадка  Тысяча овец в воду кинулась, пастушонок за нгми нырнул. (Клецки и ложка).

кил

II. глаг.

1.
глагол движения, обозначающий направление к говорящему
— перевод зависит от способа передвижения:

приходить, приезжать прибывать, являться и т. д.
пуйăспа кил — приехать поездом
вĕçетмĕшпе кил — прибыть самолетом, прилететь
çуран кил — прийти пешком
чĕнтернипе кил — явиться по вызову
вырăнсенчен килнĕ делегатсем — делегаты, прибившие с мест
каç килекен автобус — вечерний, прибывающий вечером автобус
хирĕç килекен пуйăс — встречный поезд
килĕрех! — добро пожаловать!
килĕрех! — проходите, пожалуйста!
эпĕ киличчен кĕт — жди до моего прихода
килĕç-ши вара вĕсем? — навряд ли они придут
килсе кай — приходить, навестить
килсе кĕр — 1) попасть (сюда) 2) ворваться
килсе кур — приходить повидать кого-л., наведаться к кому-л.
килсе пар — принести
килсе çит — 1) дойти, добраться (сюда) 2) настигнуть (напр. о дожде)
килсе тух —
1) очутиться где-л., попасть куда-л.
ăçта килсе тухрăмăр эпир? — куда мы попали?
2) случиться, стрястись (напр. о беде)

Пӳрни пӳрт хыçнех килет. — посл. Суженый сам к дому подойдет.
Шăнса килекене ăшăтса яр, выçса килекене тăрантарса яр. — посл. Согрей озябшего, накорми голодного.
Каврăç касма каякан пуртă çухатса килекен. — посл. Поехал ясень рубить, вернулся без топора.

килĕштерӳ

мир
согласие
лад
разг.
вĕсем хушшинче килĕштерӳ çук — между ними нет согласия

кунта

2.
здесь
вĕсем кунта — они здесь
унта та, кунта та — и там и здесь, везде
вăл унта та, кунта та çук — его нет ни там ни здесь

латлă

хорошо, прилично
ладно
прост.
латлă пул! — веди себя хорошо
пĕр латлă кĕреçе те çук — нет ни одной приличной лопаты
вĕсем латлах пурăнмаççĕ — они живут не совсем ладно

май


ал май мар — не с руки, неудобно, несподручно
май мар
1) неловко, не с руки
2) очень хороший, красивый
вĕсем май мар пӳрт лартнă — они построили прекрасный дом
май деепричастийĕграм. деепричастие попутного действия
пĕр май — близкий по духу, сродни
пĕрех май — то и дело, беспрестанно, постоянно
сăмах май — к слову, кстати
çула май — попутно, мимоходом, проездом
Çĕмрĕк карапа кирек мĕнле çил те çула май. — посл. Неисправному кораблю любой ветер по пути.

майлаш

2.
подлаживаться, приспосабливаться
вĕсем ниепле те майлашаймаççĕ — они никак не могут приспособиться друг к другу
майлашса çит — приспособиться, привыкнуть

малтанласа

2.
вначале, на первых порах
поначалу
разг.
малтанласа вĕсем пĕр чĕнмесĕр ларчĕç — вначале они сидели молча

мăшăрлан

2.
заключать брак, сочетаться браком, вступать в брак
ячĕшĕн мăшăрланни — фиктивный брак
çырăнса мăшăрлан — зарегистрировать брак, зарегистрироваться, расписаться разг.
мăшăрланмасăр çуралнă ывăл — внебрачный сын
вĕсем мăшăрланни çирĕм çул çитет — вот уже двадцать лет, как они поженились

миçен

сколько (о людях)
вĕсем миçен килчĕç? — сколько их пришло?

нумай

много
больше

чи нумай — самое большее
нумайрах — больше
нумай енлĕ — договор многосторонний договор
нумай нациллĕ пăтшалăх — многонациональное государство
нумай сыпăклă ракета — многоступенчатая ракета
нумай çул — многие годы
нумай çул ӳсекен курăксем — многолетние травы
нумай тиражлă хаçат — многотиражная газета
нумай хваттерлĕ çурт многоквартирный дом
нумай енĕпе — во многих отношениях
нумай та мар — совсем немного
нумай хутчен — много раз, многократно
нумай ĕçле — много работать
укçа нумай юлман — денег осталось немного
кунта ялан çын нумай — здесь всегда много народу
нумай ученăйсем çапла шутлаççĕ — многие ученые считают так
нумай япала çинчен калаçрăмăр — мы о мнбгом поговорили
вăл пурнăçра нумай курнă — он многое повидал в жизни
вĕсем пирĕнтен нумай ĕçленĕ — они работали больше нас
Нумайа шыраса, сахалсăр тăрса юлнă. — посл. В погоне за многим остался без малого. (соотв. За двумя зайцами погонишься, ни одного не поймаешь).

нумай

3.
самое большее, не больше чем
вĕсем пит нумай икĕ километр кайнă — они проехали самое большее два километра

нумайăн

в большом количестве
большой группой

вĕсем нумайăнччĕ — их было много
ачасем çуреве нумайăн кайрĕç — дети отправились в похбд многочисленной группой
туй курма нумайăн пухăнчĕç — на свадьбу собралось много народу

нумайччен

очень долго, долгое время, в течение продолжительного времени
вĕсем нумайччен канашларĕç — они совещались долго
нумайччен тăвăллăн алă çупни — бурные продолжительные аплодисменты

пайла

1.
делить на части, на доли, разделять
икĕ пая пайла — разделить на две части
пусса участоксем çине пайла — разбить поле на участки
пайласа тух — разделить (все подряд)
вĕсем хуйхине те, савăнăçне те çурмаран пайлаççĕ — и горе и радости они делят пополам

пайтахран

спустя много времени, через значительный промежуток (времени)
вĕсем пайтахран тин килчĕç — они пришли только много времени спустя

пайтахшар

помногу, в значительном количестве
вĕсем пайтахшар укçа илнĕ — они получили помногу денег

паллах

2. вводн. сл.
безусловно, несомненно, конечно, разумеется
вĕсем, паллах, ывăннă — они, несомненно, устали
паллах ĕнтĕ — конечно же
— эсĕ пирĕнпе пыратăн-и? — ты пойдешь с нами?
— паллах — разумеется

патька

разг.
братобращение к собеседнику
вĕсем, патька, килте лармаççĕ — они, брат, не сидят дома

пăтравлă

несогласно, недружно
вĕсем пăтравлă пурăнаççĕ — они живут недружно, ссорятся

пăтран

5. разг.
ссориться, не ладить
вĕсем ялан пăтранаççĕ — они вечно ссорятся
пăтранса пĕт — 1) перепутаться, запутаться 2) перессориться

пăтшар

по пуду
вĕсем пăтшар хăмла пухнă — они собрали по пуду хмеля

пĕрле

2.
одновременно
вĕсем пĕрлех кайрĕç — они уехали одновременно

пĕрлеш

3.
сойтись, вступить в брак, жениться
вĕсем юратса пĕрлешнĕ — они поженились по любви

пĕр-пĕри

только в косвенных падежах:

пĕр-пĕрне — друг друга
эпир пĕр-пĕрне пĕлместпĕр — мы не знаем друг друга, мы не знакомы

пĕр-пĕринче — друг в друге, друг у друга
пĕр-пĕринче лайăххине кур — видеть друг в друге хорошее

пĕр-пĕринчен — друг о друге; друг над другом; друг от друга
пĕр-пĕринчен кул — смеяться друг над другом
çуртсем пĕр-пĕринчен инçе лараççĕ — дома расположены далеко друг от друга

пĕр-пĕринсĕр — друг без друга
пĕр-пĕринсĕр пурăнаймастпăр — мы не можем жить друг без друга

пĕр-пĕриншĕн — друг для друга
вĕсем пĕр-пĕриншĕн вута кĕме хатĕр — они готовы друг для друга сделать все (букв. кинуться в огонь)

пĕт

5.
с деепр. др. глагола выступает в роли вспом. глагола
с общим значением интенсивности или законченности действия:

асапланса пĕт — измучиться
вараланса пĕт — испачкаться, вымазаться чем-л.
кайса пĕт —
1) деться, деваться, подеваться куда-л.
ăçта кайса пĕтнĕ вĕсем? — куда они подевались?
2) сойти (о снеге, льде)
юр кайса пĕтмен-ха — снег еще не сошел
вăл кăмăла килсех пĕтмест — мне он не очень нравится
саланса пĕт — разойтись, разбрестись
юрланса пĕт — вывозиться в снегу

пикен

4.
надеяться на кого-что-л.
вĕсем ман çине пикеннĕ — они надеялись на меня

пиллĕкĕн

числ. собир.
впятером
вĕсем пиллĕкĕн анчах пулнă — они были только впятером
эпир пиллĕкĕн пурăнатпăр — мы живем впятером

пирешкел

2.
подобно нам
как мы

пирешкел çынсем — подобные нам люди
вĕсем те пирешкелех турĕç — они поступили как мы

пирĕнпе

мест.
твор. п. от эпир

с нами

пирĕнпе танлаштарсан — по сравнению с нами
вĕсем пирĕнпе пĕрле пулман — их не было с нами

пуплеш

1.
толковать, разговаривать, беседовать
унпа кăшт пуплешсе илтĕмĕр — мы переговорили с ним
вĕсем чылайччен темĕн çинчен пуплешсе ларчĕç — они долго толковали о чем-то

путлан

5. перен.
пропадать, исчезать
сгинуть

вăйĕ путланчĕ — у него иссякли силы, он лишился сил
ăçта кайса путланчĕç вĕсем? — куда они запропастились?
путлан! — бран. сгинь!

пӳклеш

ссориться, препираться, обмениваться колкостями
вĕсем пĕрмай пӳклешеççĕ — они все время ссорятся

пӳрт

изба, дом
пĕчĕк пӳрт — избушка
ултă кĕтеслĕ пӳрт — пятистенный дом
сивĕ пӳрт — нетопленная, холодная изба
çĕнĕ пӳрт — новый дом
хура пӳрт — курная изба, изба по-черному
шурă пӳрт — изба по-белому
пӳрт ăшчикки — внутреннее убранство дома
пӳрт вырăнĕ —
1) участок для дома
2) избище, место, где была изба
пӳрт кашти — матица
пӳрт маччи — потолок избы, подволока
пӳрт никĕсĕ — фундамент избы
пӳрт пури — сруб для избы
пӳрт пуçĕ — фронтон
пӳрт таврашĕнче тыткаламалли япаласем — предметы домашнего обихода
пӳрт тăрри — крыша избы
пӳрт тӳпи — 1) крыша избы 2) потолок избы, подволока
пӳрте кĕр — войти в дом
пӳртре лар — сидеть дома, домоседничать
пӳрт ларт — ставить дом
пӳрт хăпарт — ставить сруб избы на мох
унăн пӳртчĕ çĕнĕ-ха — у него дом еще новый
пӳрт тулли халăх — народу полон дом
вĕсем ашшĕн пӳртĕнче пурăнаççĕ — они живут в отцовском доме
Пӳрт çумĕнче пĕрмен кукăль выртать. (Хăлха). — загадка Возле избы лежит незащипанный пирог. (Ухо).

саккăрăшĕ

(саккăрăш)

числ. собир.
все восемь, восьмеро (из общего числа)
вĕсем саккăрăшĕ те студентсем — они все восьмеро студенты

санра

2.
в тебе
санра вĕсем ырă тĕслĕх кураççĕ — в тебе они видят пример для подражания

сăмах-юмах

4.
споры, ссоры
перекоры
прост.
вĕсем хушшинче ялан сăмах-юмах — вечно у них перекоры
кайран сăмах-юмах ан пултăр! — чтоб потом не было разговоров!

сĕмсĕр

нагло, дерзко, нахально, бессовестно
сĕмсĕр ĕç — дерзкий поступок
сĕмсĕр суя — бессовестная ложь
вĕсем ытла сĕмсĕр хăтланаççĕ — они ведут себя слишком нагло
Сĕмсĕр çын — сăнсăр çын. — посл. Наглый человек — бессовестный человек.

сирешкел

подобно вам, как вы
вĕсем те сирешкел студентсемех — они такие же студенты, как и вы
эпир те сирешкел ĕçе ир çитрĕмĕр — мы, как и вы, рано пришли на работу

сутлаш

судиться, тягаться, вести судебную тяжбу
вĕсем нумайранпа сутлашаççĕ ĕнтĕ — они уже давно ведут тяжбу

та

II. частица

1.
и, даже, даже и
вăл сăра та ĕçмест — он даже пива не пьет
вĕсем патне ан та кай — к ним лучше и не ходи

тавлашу-харкашу

собир.
раздоры, разлад
ссоры, ругань

вĕсем хушшинче тавлашу-харкашу çук — между ними нет никаких раздоров

тавраш

5. в роли служ. имени:

таврашра, таврашĕнчевблизи, около, у
в районе, в области
Сĕве таврашĕнче — в бассейне Свияги
ман таврашра — около меня
чĕре таврашĕнче — в области сердца
кил таврашĕнче ĕçле — делать что-л. по дому, заниматься домашними делами

таврашĕнченоткуда-то из, откуда-то с
вăл Канаш таврашĕнчен — он откуда-то из-под Канаша

таврашнелле
1) куда-то к, по направлению к
вĕсем Ĕпхӳ таврашнелле куçса кайнă — они переселились куда-то к Уфе
2) приблизительно
эрнекун таврашнелле — приблизительно в пятницу

тантăш

2.
друг, близкий товарищ
хĕр тантăш — подруга
шакчăклă тантăш — надежный друг
вĕсем ĕлĕкхи тантăшсем — они старые друзья

татуллă

согласно, в согласии, мирно, дружно
вĕсем татуллă пурăнаççĕ — они живут в согласии

тахçантан-тахçан

2.
издавна, очень давно, с давних пор
вĕсем кунта тахçантан-тахçан пурăнаççĕ — они живут здесь с давних времен

тăхăм

1.
род, племя
вĕсем пĕр тăхăм — они одного рода-племени

темиçен

1.
неизвестно в каком количестве, неизвестно сколько
не знаю, сколько

вĕсем темиçен пулнă — неизвестно, сколько их было

темиçен

2.
в большом количестве
вĕсем темиçен те пулнă — их было много

темшĕн

2.
неизвестно зачем, зачем-то,
не знаю, зачем
не знаю, с какой целью

вĕсем кунта мĕншĕн килнĕ? — зачем они сюда пришли?  
темшĕн — не знаю, зачем

тернар

подр. — о вспышке ссоры
вĕсем тернар вăрçса кайрĕç между ними вспыхнула ссора

тулаш

2. перен.
ссориться, ругаться
вĕсем час-часах тулашаççĕ — они часто ссорятся

тумлантар

3.
приобретать кому-л. одежду, одевать
вĕсем хĕрне пит капăр тумлантараççĕ — они одевают дочь очень нарядно

туслаш

взаимн.

1.
подружиться, сдружиться, сблизиться, стать друзьями, приятелями
çывăх туслаш — крепко сдружиться, стать близкими друзьями
туслашса кай — подружиться
вĕсем ачаранпах туслашнă — они подружились с самого детства

тӳпкелеш

взаимн. разг.
драться
бить, колотить друг друга
устраивать потасовку

вĕсем тӳпкелешсе илчĕç — они подрались

уйăр

10.
выделять (из семьи)
вĕсем ывăл уйăрнă — они выделили сына

уйла

2.
намереваться, хотеть, собираться (что-л. делать)
вĕсем çула тухма уйлаççĕ — они намереваются тронуться в путь

уйрăл

4.
расставаться, разлучаться
прощаться

тусран уйрăл — расстаться с другом
вĕсем нихçан та уйрăлмаççĕ — они неразлучны
çут тĕнчерен уйрăл — умереть, расстаться с белым светом

уйрăл

8.
разводиться
вĕсем уйрăлни чылай пулать — они давно уже развелись

улттăн

числ. собир.
шестеро, вшестером
вĕсем улттăн ĕçлеме килĕшрĕç — они согласились работать вшестером
Инкек иккĕн, усал улттăн. — погов. Беда вдвоем (ходит), лихо — вшестером.

ункай

диал.

1.
направление, сторона
вĕсем çав ункайпа кайрĕç — они пошли в том направлении

упăрч

диал.
порознь, врозь
раздельно

вĕсем упăрч пурăнаççĕ — они живут врозь

ушкăнĕпе

1.
все, все вместе
вĕсем ушкăнĕпех килчĕç — они пришли все вместе

хальхаççăн

разг.
в последнее время
за последнее время
совсем недавно, не очень давно

хальхаççăн вăл чирлекелерĕ — в последнее время он прихварывал
Самара вĕсем хальхаççăн куçнă — в Самару они переехали совсем недавно

харкаш

2. перен.
ссориться, ругаться, браниться, скандалить
пĕр-пĕринпе харкаш — ссориться друг с другом
харкашса пĕт — перессориться, переругаться
харкашса пурăн — жить с кем-л. в ссоре
вĕсем харкашкаласа илчĕç — они повздорили

хăйсем

мест. личн.-возвр.
они сами
хăйсем кунта килччĕр — пусть они сами сюда придут
вĕсем хăйсемех айăплă — они сами виноваты
ачине хăйсемпе илсе кайнă — ребенка они взяли с собой

хăналан

1.
угощаться
вĕсем патĕнче лайăх хăналантăмăр — нас хорошо угостили у них

хăпăн

2. разг.
расставаться
вĕсем пĕр-пĕринчен хăпăнаймаççĕ — они не могут расстаться друг с другом

хĕсĕк

недостаточно, скудно, ограниченно
манăн вăхăт хĕсĕк — у меня времени в обрез
вĕсем укçаран хĕсĕк пурăнаççĕ — у них туговато с деньгами

хирĕçлĕх

противоречие, разногласие
расхождение

кунта нимĕнле хирĕçлĕх те çук — здесь нет никаких противоречий
вĕсем хушшинче хирĕçлĕх тухрĕ — между ними возникли разногласия

хирлешӳ

ругань, перебранка
ссора

вĕсем хушшинче хирлешӳ таврашĕ нихăçан та пулман — они никогда не ссорились

хула

городской
курорт хула — курортный город, город-курорт
пĕчĕк хула — городок
спутник хула — город-спутник
тĕп хула — столица
хула сыватмăшĕ — городская больница
хула пурнăçĕ — городская жизнь
хула совечĕ  — городской совет
хула çумĕ — пригород
хула çынни — городской житель, горожанин
хула çывăхĕнчи совхоз — пригородный совхоз
хуласем хушшинчи транспорт — междугородный транспорт
вĕсем урăх хулана пурăнма куçнă — они переехали в другой город
хула хӳми — крепостная стена

хурăнташ

родственник
родня
разг.
аякри хурăнташ — дальний родственник
çывăхри хурăнташ — близкий родственник
хурăнташ аппа — двоюродная сестра
хурăнташ йăмăк — троюродная сестра
хурăнташ пичче — двоюродный брат
хурăнташ шăллăм — троюродный брат
хурăнташ ывăл — племянник
вĕсем хурăнташ пулнă — они породнились

хыç

4. в роли служ. имени:

хыçа, хыçнеза, сзади, позади (встать, расположиться)
ман хыçа тăр — встань позади меня
ачасем карта хыçне пытанчĕç — дети спрятались за забором

хыçпа, хыçĕпесзади, позади (проходить)
вĕсем пирĕн хыçпа иртрĕç — они прошли сзади нас

хыçра, хыçĕнчеза, сзади, позади (находиться)
стадион парк хыçĕнче вырнаçнă — стадион находится за парком
Çурăм хыçĕнче куç çук. — погов. На затылке (букв. за спиной) глаз нет.

хыçран, хыçĕнчениз-за, сзади, за, вслед за
хыçран хăвала — гнаться, преследовать
Йывăç хыçĕнчен вăрман курăнман. — погов. Из-за дерева не увидел леса.
Куç умĕнче какалать, куç хыçĕнче какка тăвать. — посл. В глаза поддакивает, а за глаза пакостит.

чалăш

3.
наискось
наискосок
разг.
вĕсем пиртен кăшт чалăш пурăнаççĕ — они живут наискосок от нас

чĕвĕл-чĕвĕл

3. перен.
мирно, спокойно
вĕсем чĕвĕл-чĕвĕл калаçнă — они мирно разговаривали

чут

II. разг.
чуть, едва
вĕсем чутах ĕлкĕреймерĕç — они чуточку опоздали
чут анса каяттăмччĕ — я чуть не утонул

чухлĕ

1.
столько
сколько
в
каком-л. количестве

кирлĕ чухлĕ — (столько), сколько нужно

мĕн чухлĕ —
1) сколько?, как много?
ку костюм мĕн чухлĕ тăрать? — сколько стоит этот костюм?
кун çинчен ăна мĕн чухлĕ калана пуль! — сколько ему об этом говорили!
2) сколько?, как долго?
ĕçе пĕтерме вăхăт мĕн чухлĕ кирлĕ? — сколько нужно времени для завершения работы?

нимĕн чухлĕ те — нисколько, ничуть
эпĕ нимĕн чухлĕ те шăнмарăм — я нисколько не замерз
мĕн чухлĕ те пулин — сколько-нибудь
кирек мĕн чухлĕ — сколько угодно

çавăн чухлĕ —
1) столько, так много
ăçтан туп на асĕ çавăн чухлĕ значок? — где ты набрал так много значков?
2) столько, так долго
çавăн чухлĕ ăçта çухалса çӳренĕ вĕсем? — где они так долго пропадали?

темĕн чухлĕ — очень много, видимо-невидимо
ланулми кăçал пĕлтĕрхи чухлĕ çук — яблок в этом году меньше, чем в прошлом (году)
вăл икĕ çын чухлĕ ĕçлет — он работает за двоих

чухрах

посредственно, неважно, так себе
вĕсем чухрах пурăнаççĕ — они живут так себе

чылай

2.
долго, продолжительное время
ку чылай пулать ĕнтĕ — это было давно
вĕсем патĕнче чылай лартăмăр — мы долго просидели у них

шайлă

похоже, подобно
вĕсем пĕр шайлă çынсем — они люди сходного характера

шап

подражание стуку, хлопанью
вĕсем доминолла шап та шап çапаççĕ — они все стучат в домино

шапар

мокнуть под дождем
вĕсем ӳчĕ-пĕвĕ таранчченех шапарнă — они промокли до нитки

шăв-шав

2.
ссора, ругань, перебранка
вĕсем хушшинче шăв-шав пулчĕ — между ними произошла ссора

шăкăлтат

4.
жить в любви и согласии, быть в хороших отношениях
вĕсем ĕмĕр тăршшĕпех шăкăлтатса пурăннă — они весь век жили дружно, душа в душу

шăкăл-шăкăл

3. подр. —
о дружной, согласной жизни

вĕсем шăкăл-шăкăл пурăнаççĕ — они живут дружно

шăкăр-макăр

II.

1.
подражание разговору наперебой, вразнобой
вĕсем шăкăр-макăр калаçаççĕ — они говорят, перебивая друг друга

шăк-шак

1.
подражание неравномерному стуку
вĕсем куркасене шăк-шак лартрĕç — они со стуком поставили кружки [на стол]
хуралçă шакăртмапа шăк-шак тутарать — сторож постукивает колотушкой

шăк-шак

2. подр. —
о драке

вĕсем шăк-шак туса илчĕç — они слегка подрались

шăпаллă

наделенный какой-л. судьбой
вĕсем пĕр шăпаллă — они имеют одинаковую судьбу
вĕсен малашлăхĕ ик шăпаллă — будущее их неопределенно (букв. имеет двоякую судьбу)

шăпăрттăн

тихо, неслышно, бесшумно, беззвучно
вĕсем шăпăрттăн пырса тăчĕç — они подошли неслышно

шăппăн

1.
тихо, беззвучно, бесшумно, неслышно
шăппăн утса пыр — шагать бесшумно
шăппăн кала — 1) шептать, говорить шепотом 2) подсказывать
вĕсем темĕн çинчен шăппăн калаçса илчĕç — они пошептались о чем-то

шăхăр

2. перен.
соображать
догадываться
чуять, смекать
прост.
вĕсем мĕн тунине вăл шăхăрман та — он даже не догадывался, чем они занимались

шел

III.

1. в знач. сказ.
жаль, жалко
çав тери шел — очень жалко
пăхма шел вĕсем çине — жалко смотреть на них
шел те ĕнтĕ — к сожалению, как ни жалко
мĕн тери шел! — какая жалость!

шиклен

2.
сомневаться, брать под сомнение, опасаться
шикленсе тăр — стоять в нерешительности, мучиться сомнениями
эпĕ вĕсем килмесрен шикленетĕп — я опасаюсь, что они не придут

штрейкбрехер

штрейкбрехер (капитализмлă çĕршывсенче — забастовщиксене сутакан, вĕсем вырăнне ĕçлекен)

шуçăм

2.
рассвет, заря
зорька

шуçăм кăвакарма пуçласанах — с первым проблеском зари
вĕсем шуçăм киличченех ларчĕç — они просидели до рассвета

шутлă

5.
имеющий какое-л. желание, намерение
вĕсем пурте пĕр шутлă — все они объединены одним желанием

шухăшла

4.
намереваться, собираться, хотеть
вĕсем театра кайма шухăшлаççĕ — они собираются пойти в театр

юлташлан

знакомиться, завязывать знакомство
заводить дружбу
сблизиться, сдружиться

вĕсем шкулта вĕреннĕ чухнех юлташланнă — они дружат еще со школьной скамьи

юри

1.
намеренно, сознательно, умышленно, нарочно, специально
юри хыттăн кала — нарочно говорить громко
юри тенĕ пек — как нарочно
юри вĕсем патне кайса килтĕм — я специально сходил к ним
юри кайрăм вăрмана хура çырла пуçтарма — фольк. я пошел в лес специально собирать чернику

ютшăну

размолвка
охлаждение, отчуждение

вĕсем хушшинче ютшăну сисĕнет — между ними чувствуется отчуждение

янăраш

2.
громко ругаться, браниться
вĕсем янăрашса илчĕç — они поругались

ятлаç

1. взаимн.
ругаться, браниться, ссориться
вĕсем ятлаçса илчĕç — они поругались
калаçни мар, ятлаçни анчах пулчĕ — разговора не получилось, только ругань одна

ӳрĕк-сӳрĕк

нелюдимо, мрачно, хмуро
вĕсем ӳрĕк-сӳрĕк çынсем — они люди неприветливые, необщительные
ӳрĕк-сӳрĕк пăх — хмуро смотреть

çавăнти

тамошний разг.
находящийся вон там
с той стороны, из той (указанной) местности
вĕсем пурте çавăнтисем — они все тамошние

çавтăн

1.
браться за руки
вĕсем алла-аллăн çавтăннă — они взялись за руки

çап

21. разг.
обозначает особенно активное действие, указание на которое содержится в существительном, перевод зависит от ситуации:

наяривать, жарить и т. д.
такмак çап — наяривать частушки
ташша çап — отплясывать
ыйха çап — крепко спать
вĕсем халап çапаççĕ — они поглощены беседой

çăвăн

3. перен.
иметь в изобилии, купаться в чем-л.
вĕсем сĕтпе çăвăнаççĕ — они купаются в молоке, у них молока в избытке

çăтăр-çатăр

4. разг.
ссора, свара, дрязги
вĕсем хушшинче çăтăр-çатăр пулкалать — у них бывают ссоры

çĕмĕрĕл

9.
ругаться, браниться, скандалить
вĕсем ялан çĕмĕрĕлеççĕ — они вечно скандалят

çĕмĕрттер

8. разг.
жить деятельной, кипучей жизнью
вĕсем пурнăçа вăйлă çĕмĕрттереççĕ — они живут кипучей жизнью


çĕрçĕмĕрттерсе — шумно, громогласно
çĕрçĕмĕрттерсе туй тăваççĕ — свадьбу справляют так, что земля ходуном ходит

çĕр

9. в формах косв. падежей
употр. в качестве служ. имени со значением места и времени:


çĕретуда, где; туда, куда; ко времени
кирлĕ çĕре — туда, куда нужно
вĕсем кайнă çĕрелле — 1) туда, куда они ушли 2) ко времени их ухода

çĕртетам, где; там, куда; во время; тогда, когда
çăраççи хунă çĕртех — ключ там же, куда положили
пынă çĕртех — на ходу, во время движения
пынă çĕртех çывăр — спать на ходу

çĕртеноттуда, где; оттуда, откуда
вĕсем каннă çĕртен таврăннă — они вернулись оттуда, где отдыхали

çĕрĕн

I. числ. собир.
по сто, в количестве ста
çĕрĕн валеçсе тух — разделить по сто (на каждого)
вĕсем çĕрĕн килнĕ — они прибыли в количестве ста человек

çирĕп

крепко, сильно
çирĕп сывлăх — крепкое здоровье
çирĕп хуçалăх — крепкое хозяйство
алла çирĕп чăмăрта — крепко пожать руку
вĕсем çирĕп пурăнаççĕ — они живут в достатке

çук

II.

1.
нет, не имеется
вĕсем килте çук — их нет дома
манăн ерçӳ çук — у меня нет свободного времени, мне недосуг
нимĕн те çук — ничего нет
укçа çук — нет денег
ырри çук — нет ничего хорошего
çукпа пĕрех — почти нет
мĕн кăна çук-ши унта! — чего там только лет!
çук кĕнекесем — отсутствующие книги
çук сăмах — небылица
Шаннă йăвара кайăк çук, теççĕ. — посл. В поверенном гнезде птицы нет.

çураç

1.
мириться, примиряться с кем-чем-л.
вĕсем ниепле те çураçаймаççĕ — они никак не помирятся

çурт-йĕр

домовый
жилищный
домо-

çурт-йĕр лартни — жилищное строительство
çурт-йĕр управленийĕ — домоуправление
çурт-йĕр майсем — жилищные условия
çурт-йĕр фончĕ — жилищный фонд
вĕсем çурт-йĕрне юсанă — они произвели ремонт дома и надворных построек

çӳре

5. разг.
ходить, гулять, дружить с кем-л.
ухаживать за кем-л.
вĕсем чылайранпа çӳреççĕ — они давно уже дружат

çывăххăн

близко, дружески, тесно
вĕсем çывăххăн юлташланнă — они близко сошлись, сдружились

çыр

3.
писать, сообщать письменно
вăл сайраран çыркалать — он пишет редко
салам çыр — передавать привет (в письме)
çырса пĕлтер — сообщить письмом
кун çинчен хаçатра çырнă — об этом написано в газете
вĕсем чылайранпа çырман — они давно уже не писали (писем)

çырăн

3.
регистрироваться, заключать брак, расписываться
вĕсем нумаях пулмасть çырăннă — они недавно зарегистрировались

ăрасна

неодинаково, непохоже
вĕсем иккĕшĕ те ăрасна çынсем — они разные люди

ăрасна

3.
иной, другой, не один и тот же
вĕсем ăрасна хулара пурăнаççĕ — они живут в разных городах
ку пачах ăрасна ыйту — это совсем другой вопрос

ăрасналлă

разг.
порознь, врозь, особняком, отдельно
вĕсем пĕр пӳртре ăрасналлă пурăнаççĕ — они живут в одном доме, но каждый сам по себе

ăсат

1.
провожать
инçе çула ăсат — проводить в дальнюю дорогу
вăрмана çити ăсат — проводить до леса
вĕсем ывăлне çара ăсатрĕç — они проводили своего сына в армию
куçпа ăсат — проводить глазами
ăсат са яр — проводить.

ĕнерхи

2.
вчерашний, недавний
вĕсем ĕнерхи студентсем — они вчерашние студенты

ĕрлеш

2.
шумно ссориться, скандалить, спорить
ăна ĕрлешсе çĕнтереймĕн — его не переспоришь
вĕсем ялан ĕрлешеççĕ — они постоянно скандалят

-ши

частица вопр.
ли
неужели

мĕнле-ши вĕсем унта: йĕркеллех-ши, сывах-ши? — как они там: все ли в порядке, здоровы ли?

упăшкаллă-арăмлă

в супружестве, в браке
вĕсем упăшкаллă-арăмлă пурăнаççĕ — они живут в браке

хăна

гостевой
кĕтмен хăна — незваный гость
кĕтнĕ хăна — желанный гость
хаклă хăна — дорогой гость
чаплă хăна — высокий гость
хăна килĕ —уст. гостиница
хăна çурчĕ — гостиница
хăна пӳлĕмĕ — гостиная
хăна йышăн — принимать гостей
хăна пул — быть гостем
хăна пуçтар — собирать гостей
хăна пух — собирать гостей
хăнана илсе кĕр — затащить в гости
хăнана кай — отправиться в гости
хăнана çӳре — ходить по гостям
вĕсем патĕнче хăнара пултăмăр —мы были у них в гостях
Килен хăнан кайни илемлĕ. — погов. (Прибывшему) гостю полагается и отбывать.

çăкăр-тăвар

2.
хлеб-соль, угощение
çăкăр-тăваршăн тавтапуç — спасибо за угощение
çăкăр-тăварпа кĕтсе ил — встречать хлебом-солью
вĕсем çăкăр-тăварпа хутăшаççĕ — они дружат домами
пиреех те çакă киле килме сирĕн çăкăр-тăвар çавăрчĕ — фольк. в этот дом нас привлекло радушное угощение
Çăкăр-тăвар хире-хирĕç, теççĕ. — посл. Хлеб-соль взаимны. (соотв. Долг платежом красен).

вĕсен

мест.
притяж. п. от вĕсем:

мĕншĕн

почему, отчего, зачем
вĕсем мĕншĕн çук? — почему их нет?
мĕншĕн килнине ыйт-ха — спроси-ка, зачем он пришел
мĕншĕн тухса каламастăн? — почему ты не выступаешь?

ытлă-çитлĕ

богато, зажиточно, состоятельно
в достатке

ытлă-çитлĕ пурнăç — зажиточная жизнь
вĕсем ытлă-çитлĕ пурăнаççĕ — они живут в достатке

сыпăк

10.
ступень родства
вĕсем виçĕ сыпăкран тăван — они связаны через три ступени родства

хыçалта

сзади, позади
хыçалта пыр — идти сзади
хыçалта тăр — стоять позади
вĕсем таçта хыçалта юлчĕç — они остались далеко позади

-тăр

частица

1.
может быть, вероятно, возможно, должно быть,
пожалуй, наверно, видимо

вĕсем килнĕ-тĕр — они, должно быть, уже приехали
ку унăн юлашĕ-тĕр — это, наверное, его товарищ
каяс пулать-тăр — видимо, надо идти

хăйăхла

2.
не уважать, не почитать
пренебрегать

вĕсем ваттисене хăйăхлахççĕ — они не почитают стариков

кушак


кушак кайăкĕдиал. мышь
кушак кĕпçидиал. анис, тмин
кушак пăрçибот. просвирник
кушак хӳрибот. тимофеевка
кушак пурнăçĕпе пурăн — бездельничать (букв. жить кошачьей жизнью)
кушакпа йытă пек пурăн — жить как кошка с собакой
вĕсем хушшипе хура кушак касса кайнă — между ними пробежала черная кошка
кушак ути — валериана

çăвар


карма çăвар — горлопан, горлан, крикун
пĕр çăвартан сур — быть единодушным (букв. плевать одним ртом)
вĕсем пĕр çăварлă — они заодно
çăвар тулли калаç — выражаться, говорить грубо, непристойно

тӳрĕлеш

диал.
мириться
вĕсем тӳрĕлешрĕç — они помирились

ваклаш

разг.
болтать, судачить
вĕсем чылай ваклашса ларчĕç — они долго болтали

йӳçлĕ-тутлă

1.
по-всякому
неуравновешенно
с размолвками

вĕсем йӳçлĕ-тутлă пурăнаççĕ — они то ссорятся, то мирятся

мирлеш

1.
мириться
помириться

вĕсем часах вăрçаççĕ, часах мирлешеççĕ — они быстро ссорятся и быстро мирятся

килĕш

10.
мириться
вĕсем килĕшнĕ — они помирились

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

вĕсем

они
вăл — он
вĕсем сана пĕри те палламаççĕ — ни один из них тебя не знает

иккен

кажется, должно быть
есть

вăл чăнах чипер иккен — он и в самом деле кажется красив
вĕсем пит ăслă çынсем иккенне пĕлетĕп епĕ — я знаю, что они очень умные люди

йал чикки

граница одноплеменного населения
йал çынни — сельчанин
вĕсем пĕр йалсемех — они из одной деревни
йалпа — деревнею
йалтан йала — из деревни в деревню
йалăм-йышăм йал тулли — моих односельчан полная деревня

кам

кто
мĕн — что
кирек кам та — всякий
есĕ каммине, епĕ каммине, вĕсем пĕлесшĕн — они хотят знать, кто я и кто ты
такам — неизвестно кто
никам та — никто
камăн — чей

кил

I.
дом
киле — домой
килте — дома
килти — домашний
кил-çурт — домашнее строение
кил-вут — домашний очаг
вĕсем килĕпех усал — у них вся семья негодная
кил-йыш — семейный, семейство
киле йулнă çынсем — люди оставшиеся дома
кил-карти, кил-хушши, карташ — двор
кил хурчĕ — дикая пчела  
кил пуç — хозяин дома
епĕ хам, килтескер, парса йамарăм — так как я сам был дома, то я не дал
вăл ĕнесем килтине пĕлмен — он не знал, что коровы дома
килĕм вутăм кил тулли — моих семейных полон дом
тĕп килĕ — родной дом
киллĕн киллĕнех — дом за домом
килелле — домой, по направлению к дому
хăна кил яр — пустить на квартиру

пĕл

I.
знать, уметь, удостоверяться
смыслить  
сознавать

пĕлекен — умелый; мастер
пĕлесси мĕнĕ, пĕрластăк муталашкалатăп çкĕ — какое умение! заниаюсь немножко
кăшт пĕл — мараковать
кам пĕлен (пĕлекен) çын вулать — кто умеет, тот читает
анчах вĕсем пĕли-пĕлмискерсем — а только они, плохо умея делать
унăн пĕлмеçĕ курăнат ĕнтĕ — видно сразу, что он не знает
пĕлни куртăр, пĕлменни пуртăр... — вероятно, некоторые вещи мы знаем, а некоторые нет
пĕлментен ан ыйт — не спрашивай у того, кто не знает
пĕлмесĕр — невдогад
епир пĕлменнине мĕн пĕлетĕн — что ты знаешь такого, чего мы не знаем...
ху пĕлменскерне пар — отдай (мне) такое, что ты не знаешь (еще)
пĕлменни — неумение; невежество
пĕлми пул — обеспамятеть; отмалчиваться
пĕлмĕш пул — стать незнайкой
пĕлсе тунă — смастерил
пĕлме çук — неисповедимый, непознаваемы; непостижимый
пĕлме çук — неразбериха
пĕлсе çит — дознать, дознавать
малтан пĕлсе тăрать — знает наперед
пĕлсе çитмен — неопытный, недоум
пĕлĕш — знакомый
пĕлĕçĕ — ворожей; волхв
пĕлтер — давать знать, извещать, уведомлять; удостоверять; объявить
пĕлтермĕш — любопытный, навязчивый

сывă

здоровый
сывă-и? – здоровы ли?
атте-анне сывă чухне — когда здоровы родители...
сывви-сывăмарри пурте вĕсем патне йулашки укçисене те тултаççĕ — и здоровые и больные, все тащат к ним свои последние гроши

çывăх

син.: çывăхра
близкий, близко; вăрман çывăхĕнче – вблизи леса; çывăхран анчах куракан – близорукий; çывăха, патне пыма çук – неприступный; вĕсем манран çывăхранах пычĕç – они шли совсем близко от меня.

203 стр.

ĕç

I.
пить
ĕçсе тăран — напиться
ĕçесрен-çийесрен пит уçă вĕсем — они очень щедры на угощение
ĕçме-çиме — пища и питье
ĕçмелли — питье (что можно пить), напиток
ĕçес килчĕ — захотелось пить
ĕçес килни — жажда
ĕçкĕ — попойка, пир
ĕçке-çике ĕçеççĕ — пируют
ĕçке кун — день пирушки
ĕçкĕçĕ — пьяницы
ĕçтер — угощать, поить
ĕçке ларчĕç

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

хĕвел

солнце, солнышко. Ск. и пред. чув. 88. Вут пек хĕвел выляса çӳл тӳпене хăпарать. ''Пазух''. 92. Хевея хĕрлĕ хĕрĕсем, Турай хĕрсем тиейсе, суйламасăр илес мар. ''Дик. леб''. 43. Хĕвел анса çитеспе Елисан пиччĕшĕсем вĕçсе таврăннă. Когда зашло солнце, в пещеру прилетели братья. ''Ib''. 36. Хĕвел анса килет. Солнце близилось к закату. ''Ib''. 41. Хĕвел чылай çӳле кайсан... Когда солнце поднялось выше... ''КВИ''. Çутă юхăм унăн айĕнче, çӳлтен ылттăн хĕвел çутатать. Под ним струя светлей лазури, над ним луч солнца золотой. ''N''. Хĕвел анчĕ ту айне. ''N''. Хĕвел кулать сайрарах, шăрши пĕтнĕ чечексен. ''N''. Пĕр пĕлет çук, хĕвел çунать. ''А.-п. й''. 42. Хĕвел анса ларчĕ. Тимухха лашине шăварма тухса кайрĕ. ''НР''. Чупрăм-тухрăм ту çине хĕвелпе пиçнĕ çырлашăн. Взбежала я на гору за созревшей на солнце ягодой. ''ГФФ''. Ăшшăн-ăшшăн хĕвел пăхсан... Если солнце будет припекать.''Ib''. Ушшăн-ушшăн хĕвел пăхсан та, хорĕн те тăрăх сохăр йохать. Когда солнце сильно припекает, по дереву (березе) течет смола. ''Абыз''. Çĕр çăввинче çĕр-çырли, çĕр-çырли, çĕр çăввнче хĕвел пăхсан, тата пиçес кăмăл пур. ''Оп. ис. ч.'' II. Сывлăх пулсан таврăнăпăр, хĕвел пекех çаврăнса. Если будем живы, то вернемся подобно тому, как обращается солнце. ''N''. Хĕрлĕ хĕвел сан умăнта йăлтăртатса тăрать, аялта тен çак пĕлĕтрен витрелетсе çумăр çăвать. Перед тобою блещет красное солнышко, а внизу из этого облака, может быть, льет проливной дождь. ''Баран''. 28. Шĕшкĕ юмана хупласа хĕвел ямасăр тăнă. Орешник глушил его и не пропускал солнечных лучей. ''ТХКА''. 106. Хĕвел тухас пек, çанталăк çутăлать. ''Ib''. Хĕвел чылай çӳле улăхрĕ, хĕртсе пăхать. ''Шурăм-п''. № 19. Хĕвел анса ларчĕ. Халĕ апат çиет пулĕ, ăна амăшĕ пăтă пĕçерсе çитерет, тет. ''N''. Сивĕ кун виçĕ хĕвел пулать. ''N''. Вĕсен пичĕсем хĕвелре çунса кайнă. ''N''. Хĕвелпе тăрса, мĕн хĕвел аничченех кĕтӳре çӳрет. ''Чув. пр. о пог''. 51. Виçĕ хĕвел курăнсан, сивĕ пулать. Если появятся три солнца, будет холодно. ''Ib''. 42. Хĕвел хĕртсе пăлсан. Если солнце печет... ''N''. Хĕвел витĕр (пăхнă чухне) çăмăр çусан, тата тепĕр çăмăр пулать. Если сквозь солнце (когда оно светит) идет дождь, еше дождь будет. ''Вопр. Смоленск''. Хĕвел тухсанах пĕлĕт айне кĕрсен, çăмăр пулать. ''Панклеи''. Хĕвел те пĕлет айнех полчĕ (зашло за облако). ''С. Алг''. Кирек ăçта кайсан та пĕр хĕвел, çуратнă çĕр-шывсем шел юлать. ''N''. Хĕвел каялла кайса пăхсан, çăмăр пулать, теççĕ. ''Якейк''. Эс çанашкал покан тусан, хĕвел тепĕр çĕртен тохĕ. ''Ib''. Ес çав окçая парсан хĕвел тепĕр енчен тохĕ. ''Ib''. Ĕнер конĕпех хĕвел пăхрĕ. ''N''. Ма мана хĕвеле кăтартмастăн? Почему ты мне не даешь смотреть на солнце? ''N''. Пӳртре хĕвел çутипе çап-çутă. В комнате светло от солнца. ''N''. Хĕвел пĕлĕт айĕнчен тохрĕ; хĕвел пĕлĕт айне кĕрсе карĕ. Пĕлĕтсем хĕвел тĕлĕнчен сирĕлсе карĕç. ''N''. Эпĕр хĕвелте ларатпăр. ''N''. Мана хĕвеле тохма йорамасть. ''N''. Хĕвелте çӳреççĕ. ''N''. Старик хĕвеле ларчĕ. ''N''. Ача макăрнă чохне ăна чарас тесе: хĕвел пăхать, ай, хĕвел пăхать, тесе калаççĕ, ача вара чăнахах макăрма прахать те, колма тяпратать. Вăт хĕвел пăхса ячĕ, тесе каран колаççĕ. ''N''. Пирĕн ăрам хĕвеле хирĕç пăхса ларать. ''N''. Сар хĕвелте (в солнечные дни) çырла часах пиçет. ''N''. Олăх толли сар хĕвел, кайăк вĕçни корăнать. ''N''. Эпĕр паян кĕлтесене хĕвеле сартăмăр (на солнышко). ''N''. Тĕкĕрпе хĕвеле ан вылят (не пускай зайчиков). ''N'' Эпĕ пулсассăн, çакă уя пĕтĕмпе хĕвел ансан тапратса хĕвел тохаччен сухине туса, тыррине акса çитĕнтерсе, вырса, авăн çапса, тыррине йăлтах ампарсене тултарса хурап, тесе калать ткйĕр, тенĕ, тет. ''N''. Хĕвеле пăх та уйăха пăх, хĕвел çути сап-сарă, уйăх çути çап-çутă. ''Му-сирма''. Хĕрлĕ-хĕрлĕ, теççĕ ăна, хĕвел çинче ӳснĕ вăл. ''N''. Пĕлĕт çинче илемлĕ хĕр çӳрет. (Хĕвел). ''N''. Пăх-пăх, хĕвел, пăх, хĕвел, çу чашкипе çу парам, пыл чашкипе пыл парам, ачу шыва кайсассăн, кĕвенте пуçĕпе туртса илĕп, сана хĕрли, мана шурри. (Сăвă). ''Н. Карм''. Сирĕн пĕвĕр çинçе, сăнăр хитре, питĕр çинче хĕвел çутти пур. ''Ст. Чек''. Хĕвел хĕлле çулахинчен аялта тăрать. ''Тюрл''. Хĕвел яякка сулăнсан... Когда прошел полдень... ''Хурамал''. Хĕвел аннă чух хулăм пĕлĕт тĕлне ансан, йĕпе пулать, теççĕ. ''N''. Эсĕ апла тусассăн, хĕвел кай енчен тухĕ. ''ЧП''. Пулă çакрăм хĕвел ''Изамб. Т''. Хĕвел йывăç пĕввине яхăн çĕкленнĕ. ''N''. Хĕвел яялт (хăшт—еслв дольше) вăхрĕ те мĕаĕт айве вврсе кяйрĕ. Солнце проглянуло и опять скрылосъ ''N''. Хĕвел яраймăн ху тĕлне (невозможного не сделаешь). Унта аннӳ хĕвел пăхса çӳренĕ (об этом заботилась я) ''Юрк''. Хĕвел ануçăм çанталăк пит хĕрелет. ''N''. Хĕвел майĕ (майнелле) çаврăнса-çаврăнса, каллех пӳрте йăтса кĕрет. ''N''. Хĕвел тĕтреленсен, уяр пулять, теççĕ. ''N''. Хĕвел кутăн, каялла пăхсан, çумăр пулать, теççĕ. ''N''. Хĕвел юпа пек тухсан, çумăр пулать. ''N''. Пирĕн тĕлтен хĕвел анчĕ пулас (наше счастье закатилось). ''N''. Тăвану килнине курсассăн, хĕвел пулса чупса тух. ''N''. Кирек çта кайсан та пĕр хĕвел. ''N''. Вара отсан-отсан, хĕвел анса кайрĕ. ''Н. Лебеж''. Тăвайкки тăрăх хĕвел ӳкет, пиçмен çырласене пĕçерет. ''N.'' Чӳречесĕр çӳртра пĕчĕк шăтăкран хĕвел кĕрсен. ''N''. Хĕвел инçе карĕ. ''N''. Курнiтсара çыру çырнă чух, хĕвел ӳкрĕ пит çине. ''Кан.'' 1929, 178. Шăршлă, нӳрлĕ, хĕвел кĕмен пӳрт. ''N''. Хĕвел виттĕр пăхни. ''N''. Хĕвел тохсан тин... ''Микушк''. Ирхbне хĕвел ӳкет пичĕ çине (на лицо его падает). ''Торп-к''. Карăнтăк виттĕр ылтăн туя кĕрĕ. (Хĕвел). ''N''. Вăл хапха çил хĕвелне шалтăртатать, хĕрӳ хĕвелне ялтăртать. ''N.'' Хĕвел (-е, -ĕн) анма вăхăт ĕнтĕ. ''N''. Çĕн çул кунĕ ырă хĕрлĕ хĕвел пулчĕ. ''N''. Хĕвел ăшă пăхать. ''N''. Хĕвел анарахпа пурте киле таврăнаççĕ (с поля). ''ГТТ''. Мана пĕлĕт çаврака хуран тĕпĕ евĕрлĕ, хĕвелĕ лапка туйăннă. ''N''. Çак кунсенче хĕвел пулмарĕ. Хĕвел ларнă вăхăтра анчах çитрĕмĕр. ''N''. Йĕрекен ачана култарас тесе: «Хĕвел пăхать», теççĕ. ''N''. Пăхман хĕвеле ирĕксĕр пăхтараймăн (ӳпкелекен çинчен калаççĕ). ''Никит''. Хĕвелпе юр кайсассăн, тулăпа урпа пулать, тенĕ ĕлĕк. ''N''. Эсĕ хĕвел анса лариччен çит (или: килсе ĕлкĕр, или: килме тăрăш). Ты приходи до захода солнца. ''Сред. Юм''. Пăх пăх, хĕвел, ачу шыва кайрĕ вит, квенте пуçĕпе туртса илтĕм, ачуна хĕрлĕ çăмарта парăп, хуна шурă çăмарта парăп. (Поют дети, когда солнце скрывяется за облаками). ''N''. Эп сана çавăншăн олталап полсан, ман çине хĕвел ан пăхтăр (пусть помру). ''N''. Хĕвеле май çаврăн. Иди по солнцу с востока на запад. ''N''. Хĕвеле хирĕç, против солнца, с запада на восток. ''N''. Онăн куç пит начарланнă, хĕвел курмас вит олă. ''N''. Хĕвел куçа çиет. Солнце глаза ест. ''N''. Хĕвеле питĕн пӳрт çутă полать. Изба, обращенная к югу, бывает светла. ''N''. Хĕвеле тӳртĕн пӳрт тĕттĕм полать. Изба, обращенная на север, бывает темна. ''N''. Хĕвелпе пĕрле тохса кайрăм. Выехал при восходе солнца. ''N''. Хĕвелпе пĕрле киле кĕтĕм. Приехал при заходе солнца. ''N''. Эс те çавна тусан, хĕвел те тепĕр енчен тохĕ. (Говорит, когда уверены, что он не может этого сделать). ''N''. Хĕвел анса лара пырать. Хĕвел анса пырать. Первое показывяет, что до заката близко, а второе дольше, чем первое. ''N''. Хĕвел кăнтăрлаччен вăкăрпа чупать, тет, кăнтарла иртсен, карсакпа чупать, тет. ''N''. Хăш чухне хĕвел çӳл енчен карталанса тата тепĕр хĕвел пулать. Вăл хĕвел тавраллах çавăрăнать пулсан, «хĕвел карталанни» теççĕ. ''N''. Хĕвел каçалана сулăнсан, çĕрте йывăç мĕлкисем вăрăмлана пуçларĕç (от деревьев протянулись длинные тени). ''N''. Хĕвел ансан пуçласа тепре хĕвел аничченех. ''N''. Хĕвел тухсан пуçласа тепĕр хĕвел тухичченех. ''N''. Хĕвел хĕртнĕ — солнце палило. ''N''. Хĕвеле хирĕç пăркăç пĕренене ман ним кăмăл туртмасть ăна, ан тив юлтăр вăл, тен маччаран çӳлелле хурăпăр, халь маччаналла пураса çитиччен пĕрене çитет-ха. ''N''. Ытти пĕчĕккĕн курăнакан çăлтăрсем, хĕвелтен шутласан пирĕн çĕртен темиçе мĕлюн хут та ытла аякра тăраççĕ, çавăнпа вĕсем хĕвелрен пĕчĕккĕ пек курăнаççĕ. ''СТИК.'' Хĕвел çинче типĕтнĕ (о копченном на солнце). ''Ib''. Хĕвел тӳпере чух, в полдень. ''Ib''. Паçăр çăмăр çурĕ, халĕ хĕвел пăхат ĕнтĕ епле (говорят о маленьких, если они только что поплакали и смеются). ''N''. Пĕчĕк ачасем хĕвел пĕлĕт айне кĕрсе сулхăнлатсан ак çапла калаççĕ: «Хĕвел! Ача кĕпи шыва карĕ, туртмаллипе туртса ил». ''N''. Хĕвел апатчен вăкăр çинче пырать, тет; апатран вара — лаша çинче, кăнтăрларан вара —кайăк çинче. ''N''. Хĕвел кунран-кун иртерех тухса пырать (ир тухнăçеммĕн ир тухса пырать, кая юлнăçеммĕн кая юлса анса пырать). ''Янтик''. Эп вăхăта хĕвеле пăхса пĕлеп. ''N''. Хĕвел хĕлле çӳле каймас. ''Изамб. Т''. Пăхăр-ха, ачасем, епле хĕвел выляса тухать. ''N''. Пăртак кăна хĕвел хĕрри курăна пуçларĕ (утром). ''N''. Хĕвел йывăç пӳ (пĕвĕ) хăпарнă çĕре эпир киле çитрĕмĕр. ''N''. Хĕвел анас патне çитнĕ, тет. ''Артюшк''. Ачамсене пĕр пичĕ хĕвел, тепĕр пичĕ уйăх тăвăттăм. ''Собр''. Виçĕ хĕвел тухсан, уйăхĕпех йĕпе пулать, теççĕ. ''Н. Карм.'' Хĕрлĕ хĕр пĕлĕт тăрăх çӳрет. (Хĕвел). ''N''. Ача, ку çумăр хĕвелĕ пулĕ, ытла питт хĕртет. ''ЧП''. Хĕвел пăхрĕ — типетрĕ. ''N''. Виç хĕвелпе кайман шурă юрсем. ''N.'' Кирек ăçта кайсан та пĕр хĕвел ''N''. Вăл вăхăтра хĕвел выляса тухрĕ вăрман çинчен пĕлĕт çине, кун та хитреленсе карĕ. ''Лобашк''. Вăрман урлă сар каччă курăнĕ. (Хĕвел). ''N.'' Чипер хĕр пысăк уйпа çӳрет. (Хĕвел). ''Синьял''. Хĕвел витĕ, çу витмĕ. (Кантăк). ''Сятра''. Вутсăрах çунать, çунатсăрах вĕçет, урасăрах чупать. (Хĕвел). ''Альш''. Çулла хăшĕ-хăшĕ куç ыратнипе хĕвел çине тухаймасăр лараççĕ. ''N''. Хĕвел анса пырать (скоро закатится). ''N''. Хĕвел карталаннă (круг вокруг солнца к непогоде). ''N''. Хĕвел тухса сарăлнă (совсем уже взошло). ''N''. Хĕвел кулать, хĕртсе хĕвел пăхать. ''N''. Пăх, хĕвел, пăх, хĕвел, этемсене савăнтар. ''N''. Хĕвел шăвать. ''Кив-Йал''. Хĕвел тухать хĕрелсе çут тĕнчене çутатса. (Вăй юрри). ''Нюш-к''. Иртсе пыракан çыя пичĕ çине тĕкĕрпе хĕвел çуттине ӳкерес. ''N''. Хĕвел кашни кун ир тухнăçемĕн ир тухать (ир анса ларнăçемĕн ир анса ларать). ''Курм''. Вăрмана çитсен, хĕвел анса та ларчĕ. ''Аттик''. Хĕвел кашни кун пĕçернĕçем пĕçерет. ''N''. Хĕвел ир хĕрелсе тухсан йĕпе пулать (вăл кун çумăр е юр çăвать), теççĕ. ''КС''. Ура питне хĕвел çапрĕ (насквозь, сильно прожгло). ''Трхбл''. Хĕвел пирĕн йĕтем пысыккăш, тетчĕç ваттисем. ''N''. Хĕвел пит хĕртет. ''N''. Хĕвел тухнă çĕрелле çитрĕмĕр (ко времени восхода солнца). ''N''. Паян эп тăрсассăнах хĕвел тухрĕ. ''Красн. Горка''. Хĕвел питĕ хытă пăхать. ''Сёт-к.'' Хĕвелин пăхасси номаях мар та-ха; час кĕлет айне хопланмалла. || Назв. божества. ''Магн. М.'' 68. 64. Хĕвел ашшĕ, амăшĕ, хăлхи, çоначĕ, ори, || Клятва. ''Ст. Чек.'' Хĕвел, илмен эп ăна. ''Сред. Юм''. Хĕвел пôр! (Тôпа туни). ''Ороу''. Мĕн эсĕ çын çинчен çука калаçса çӳрен: эпир хĕрсемпе ун-кун, аплн та капла çӳренĕ, тесе калаçса çӳрен?—Çук, Якку. Ак, хĕвел, калаçман. Ăна сăмах вĕçертнине (что болтают зря) ху та пĕлен-çке.

ямăт

/Йамăт/ (jамы̆т), готовый. См. янта. Истор. Хресченсем: улпут ĕçĕ, тесе, ĕçе çийелтен анчах ĕçленĕ; улпучĕсем те, ямăта вĕреннĕскерсем, тăрăшман. Ч.II. Ямăт мула ĕмĕтленсе, пуян çын хĕрне ан тапăнăр. СПВВ. X. Ямăт, ямăттине, янтă, ямăтлас, янтлас. КС. Ямăтранах пуйрĕ. Разбогател чужим добром (но законно). Орау. Ямăтранах пуйрĕ (чужим добром, но законно, напр. женитьбою). Ib. Çын ямăчĕпе пуййĕрç (= пуйрĕç) вĕсем, разбогатели чужим добром (готовым). М.А. 74. Епле вăл ямăтран тупасшăн? терĕç илтлекенсем. Сир. 132. Çыннăн асаппа пухăннă ямăтне çăтса яраймĕ вăл, калла кăларса парĕ; пурлăхĕ тăрăх унăн тӳлĕвĕ пулĕ, савăнсах тараймĕ вăл. Сред. Юм. Тăван пиччĕшĕн мар, ытти ашшĕпе, амăшпе пĕр тăвансĕн çорчĕ-йĕрĕ, ытти япаласĕм те она йолсан: ямăт полнă, теççĕ. Следовательно, ямăт означает имущество, оставшееся после родственников, не живущих в одном доме. Однако, если родители до своей смерти не выделили сыну имения, которое он должен бы получить, и он получает его лишь после их смерги, то это не будет «ямăт». Ib. Ямăта çиç пăхать. Все даровое хочет получать. Вĕлле хурчĕ. Вĕсем (сăрăсем) вĕллере те, тулта та нимскер те тумаççĕ, ямăт апат çиеççĕ те, сĕрлесе çеç лараççĕ. N. Эпир соха сохаласа çӳреппĕр, эсĕ конта ямăтран икерч çисе ларатăн. N. Теприсем пыраççĕ те: ха! ха! ямăттине йышанать! теççĕ. Другие подходят и говорят: «Смотри-ка, он присваивает себе готовое?».

савăн

(савы̆н), радоваться, веселиться. Ала 74. Кĕмĕл укçа шутлакан çуттипеле савăнать. Ст. Яха-к. Ун чухне ялти çынсем пит савăнса çӳреççĕ. Вĕсем çине пăхма та лайăх. (Сăварни). N. Çапла çĕрĕпе çутăличченех ĕçсе-çисе, хывса, темиçе тĕрлĕ калаçса, юрласа, ташласа ирттереççĕ, унта темиçе тĕрлĕ савăнаççĕ. Альш. Унăн хĕрĕ нимĕн тăва пĕлмен савăннипе (от радости). Сред. Юм. Кин илсе те савăнан ĕнтĕ (ирон. — и со снохой не очень нарадуешься): ман кин пôр ôнта, кôнĕпех çыврать. Юрк. Пурте ахăлтатса савăнса (весело) кула пуçлаççĕ.

савăш

радоваться, веселиться. Ерк. 14. Пĕр улпут патĕнче хăнара савăшса, Урха илсе тухнă хĕрне кăтартса. Баран. 72. Çапла вĕсем пайтах шавласа ларчĕç: ĕçрĕç, çирĕç, савăшрĕç. N. Пĕрле ĕçсе-çисе савăшса кайăр! (Обращение к покойникам „ваттисене хывни“ при возлиянии вина). СПВВ. † Тăванпала тăван савăшать, çичĕ ютăн мĕн ĕç пур. Альш. † Тăванпала тăван савăшнă чух унта çичĕ ютăн мĕн ĕç пур? Ск. и пред. 93. Икĕ чуна савăшма хĕвел парать çуттине. Ал. цв. 25. Вĕсем темиçе хут пĕрне-пĕри чуптуса савăшса ăшă сăмахсем калаçса, хăйсене пусарнă. || Находиться в любовной связи. Расак. Савăшса пураннă.

савăшуллă

нежный, ласковый. Ал. цв. 21. Вĕсем савăшуллă ырă сăмахсене калаçса та тăранаймаççĕ.

савитлĕ

по согласию, согласный. Истор. Вара вĕсем пĕр-пĕринпе ахаль савитлĕ пулса килĕшнĕ.

салам пар

приветствовать. Альш. Çул çинче ват çын мĕн тĕл пулсан, ăна куракана пĕрне салам парат, çăкăнат (присядает, делает реверанс). Ib. Салам парат, теççĕ çавна чăвашсем. Шел. 22. Кĕрсен, çĕлĕк силлесе кĕрӳ салам паратьчĕ. СПВВ. † Кĕрекере ларнă ватăсене салам парса тухам-и? ДФФ. Çамрăк хĕрарăмсем (кинĕсем) ваттисене (хуняшшĕпе хунямăшне) пуççапса салам паратьчĕç (в пер-вый день мункун'а). Туй. Татах салам парат кĕрт-сурта, хăрах урипе чăркуççине лара-лара виç хутчин. Пис. Çĕнĕ çын (молодушка) вĕсене салам парса ĕлкĕреймесен, тăкаççĕ те вĕсем. Юрк. Хăй (мăн-кĕрнӳкерĕ) малтан кĕрет те, хăтăшне-тăхлачăшне салам парат. Янш.-Норв. Туй халăхĕсене апат çитерсе пĕтерсен, çĕн-çынна (молодушку) салам пама илсе каяççĕ. Ăна акă мĕнле илсе каяççĕ: унта пуринчен ытла вĕт-шак питĕ нумай пухăнать: хĕрсем, арçын ачасем пухăнаççĕ. Пĕр хĕр çăл хĕрне кĕвентепе икĕ витре илсе анать. Унăн хыçĕнчен çĕн-çын та, тата ытти ача-пăчасем те анаççĕ. Çăл хĕрринче леш хĕр шыв ăсать те, çĕн-çынна çĕклеттерет. Вăт ĕнтĕ киле тавăрăннă чухне ачасем çĕн-çынна сырăнса илеççĕ те: салам пар та, салам пар! тесе кăшкăрса тăраççĕ; çĕн-çынна малалла ниепле те уттармаççĕ, çĕн-çын вара лăп-лăп лапчăнать. Çапла ăна ачасем пӳле-пӳле киле çитеччен виç-тăват хут лапчăнтараççĕ. Çавна салам пани теççĕ. См. Магн. М. 205. Орау. Туй пулсан тепĕр куннĕ упăшки хурăнташĕсене кĕçĕн-çын (молодушка) парне парать, çавна салам панă кун теççĕ. N. Салам панă кун („молодушка на другой день свадьбы у печки делает печке реверанс“).

салат авăнĕ

солодовня. Трхбл. Салата авăна леçсе патăм. Солод отвез в солодовню. Ib. Вĕсем салата авăнпа тăваççĕ. Они солод делают в солодовне.

салтак

(салдак), солдат. Изамб. Т. Эс салтак-и? Ты солдат? Ib. Салтака лекекен ачасем куçне çыхса хапхаран тухаççĕ. Регули 575. Эс салтак полăттăнччĕ, сана илмĕç. К.-Кушки. Салтаксем хутлăхĕсене пĕр тикĕс илсе пыраççĕ. Солдаты идут на ровном расстоянии один от другого. Никит. Салтака мĕне тохса кайнă чухне каякан çынни çăкăр сăмси касса илет те, çурмаран уйăрат; çуррине çисе ярат, çуррине амăшне парат. Амăшĕ тата каякан ачи кăсинчен вăрттăн окçа кăларса илет. Вара çав çăкăр сăмси юлăшкине, ачи кайсассăн, кĕлете çип çине çакса ярат. Çăкăри çине хăй вăрттăн кăларса илнĕ укçана хурат. Вара кайнă ачи чирлесессĕн, çав укçа хуралса тăрат; чирлемесессĕн — çуттипех выртат, тет. Ачи вилсессĕн, çав çип çине çакнă çăкăр сăмсипе укçа хытă сулланма тапратаççĕ, тет. Н. Карм. Пĕр ывăлĕ салтакра халĕ. Б. Олг. Кăçал ман ачая чĕнеччĕ салтака, шăпа тохат; ачая манне исерчĕç (= илсе ячĕç), çӳç касрĕç, ман ача салтака карĕ. N. Салтакран юлчĕ-ха. N. Пĕчĕккĕлле салтак ĕçне вĕрентнипе вĕсем салтак пуласран пирĕн пек хăрамаççĕ. Ядр. Кам салтакра пурăннă, кама чĕнмелле, кам салтакран юлнă, мĕн-ма юлнă. Якейк. † Эпĕр салтак (вм. салтака) кайнăшăн, ялти яшă хĕпĕртет. Тораево. † Эпир салтак кайнăшăн, пур ял-йыш хĕпĕртет. Турх. Вуникĕ салтакăн пĕр качака ăсĕ чул (вар. чухлĕ) анчах, теççĕ (или: тет. Старая послов.). Изванк. Кăркунне, салтаксене чĕнес вăхăт çитерехпе... Ib. Çак ача халĕ кăркунне салтака каймалла. Орау. Салтак патне çите пуçланă ялти çамрăксем (к 21-летнему возрасту). Юрк. Тархасшăн мана салтакран кăларăр (освободите), эпĕ чирлĕ çын. N. Тата салтак ячĕ тохат çичĕ ачан. Баран. 206. Тĕп-тĕрĕс 25 çул салтакра çӳренĕ (служили). Байгул. Манăн атте Николаевский салтак пулнă. Вăл салтакра вунпилĕк çул пурăннă. N. Салтаксене солăнтарат ĕçпех ĕнтĕ ку патша самани. N. Пĕре кĕрсе юлчĕ салтакран. N. † Салтак нуштине кораччен, килте питĕ начар çын йытти полас полать. (Солд. п.). N. Этемĕн салтака килеччен çуралманни аван. (Из солд. письма). N. Салтак кунĕ пит лайăх мар. Юрк. † Салтак тесе каласан, чĕререн çĕçĕпе каснă пек. (Солд. п.). Чебокс. † Салтак ятне илтесси — пасар кулаç çини мар. Шибач. † Салтак каять, салтак килет, эпĕр кайсассăн килес çок. Сĕт-к. † Ялăм-йышăм янтал пакчĕ, ятарласа çӳрес чох, салтак турĕç — мĕн тăвас? Ядр. † Вăлта хулли кĕлеткемччĕ, салтак кĕлетки пулминччĕ, салтак пăшалĕ йăтминччĕ. || Отбывший службу. ЧС. Якур салтак. || Валет (в картах). Тиханьк. СТИК. Кирпĕч, хĕрес, курак, виннăй салтак. Валет бубновый, трефовый и пр.

саптарттар

понуд. ф. от саптар. Аттик. Вĕсем мĕн чухлĕ нумай сапса йĕпетнĕ, çавăн чӳхлĕ тӳлек, сиплехлĕ çăмăр нумай пулать, теççĕ. Çавăнпа ватăрах çынсем килĕсĕнчен юри тухса саптарттараççĕ.

сар

стлать, постилать, расстилать, настилать. N. † Туя килнĕ ал кӳме, вунă кӳмми хуçмалла; туя илем шеп кӳртме таш вырăнне сармалла. N. Унтан тупăк тĕпне йĕтĕн е милĕк сараççĕ. Н. Тим. † Тăваткăл та кĕççе — шур кĕççе, сармасăр юличчен сарса юл. N. † Урамăр вăрăм пулас пулсан, шап-шарă манитпе сарса тухăттăм. || Разложить. N. Пĕрре эпир ашăм аштарма сартăмăр. N. Вĕсем пахчари çулсене хăйăр сарса тухрĕç. СТИК. Пусана, йĕтĕне шыва хутас вырăнне курăк çине сараççĕ. || Намазать, размазать (кушанье по тарелке). Перев. Пăтă пĕçерсе турилке тĕпне сарнă (лисица). Альш. † Пуçса çиме çу чипер, сарса çиме пыл чипер. ЧС. Кам та пулсан, хăра курайманĕскер, витĕре кĕрсе, лашăра çăкăр çине сарса эмел панă пулĕ. || Расплющить. КС. Тимĕре çапса сар. || Рассучивать (тесто). Изамб. Т. Чустана йĕтĕрпе сараççĕ те, ун çине пелĕш ăшне тултараççĕ. НТЧ. Хăй вут пуличчен пашалусем, юсмансем сарса хатĕрлет. || N. Ăссăр çын кулнă чухне сассине сарса ярать. || Расширять, раздувать. ЧС. Ĕнер сурăхсем хырăмне сарса кăна килчĕç (пришли сытыми из стада), паян та çитерме ярас (в поле). Кан. Капăрланса тăнă лашасем сăмси шăтăкĕсене сарса пăрахса, пĕрĕхтерчĕç кĕрхи çул тăрăх. || В перен. зн. Çутт. 65. Чуна сарни çеç унта! Альш. † Сарлăк çинче сар кайăк, сарса ларни мĕн илем? || Распускать (листья). Эльбарус. Ак ĕнтĕ кайран-кайран йывăçсем те çӳлчĕ сарса ӳсме пуçларĕç. || Распространять, распускать слух. Сĕт-к. Ыр ят сарса çӳрет. Ст. Чек. Чап сарса çӳрет. Распускает худую славу о ком-либо.

саркалан

(-га-), расстилаться, распуститься, распластаться. Пазух. Хуралă чĕрçитти пулăттăм, çаксан, саркаланса тăрăттăм. N. † Арман чулĕ çĕкличчен, сарă чечек пулас мĕн, саркаланса ларас мĕн. Сред. Юм. Мĕн, саркаланса ларса, ху çиç ик çын вырне йышăнса ларан эс. Янтик. N. Икĕ ача, сарă ура, саркаланса ут çулать. Юрк. † Пирĕн аттенĕн сарă чăххи кашни ирсерен саркаланат. N. † Каччă алли тивнĕ пулсан, авкаланĕ хура çĕлен пек, каччă алли тивмен пулсан, саркаланĕ сарă-кайăк пек. Ала 99°. † Хорăнкасси арăмсем саркаланса йорлаççĕ. Юрк. Саркаланса вĕсем юрлаççĕ (кукушки). Я. Турх. Кĕтне шывĕ ман умра саркаланайса юхать; кашлатакан хумăшра ярăнайса пул(ă) вылять. Якейк. † Тăхлач корки сар корка, саркаланса ĕçер-хе (свободно, как хочется нам). N. † Сар утçăм килет саркаланса. N. Арăмĕ: упăшкам суккăр, курмас ку, тесе, хăйĕн тусне чĕнсе килсе, тем пек саркалана пуçларĕ, тет (думая, что муж слеп и не видит). Янтик. Мĕн саркаланса çӳрен çак эс, саркаланчăк (непоседа)! Пӳрте тăвăрлатăн. || Важничать. ППТ. Тата хăшĕ калăм кунĕ типĕ пулсан, çарамас çӳренĕ чухне хĕрлĕ кĕпепе саркаланса çӳреме: хĕрлĕ кĕпе илсе пар, тесе, аптăратаççĕ (надоедают просьбами). ЧС. Ăшă пулсан, урамра саркаланса çӳреме тесе, хĕрлĕ кĕпесем, картуссем, шăлаварсем илтереççĕ. Юрк. Саркаланма сарă тăлăп, ăна атте туса паман, ăна упăшкам туса панă. Янбулат. † Саркаланма мĕн лайăх, сарă тăлăп пит лайăх. || Ст. Шаймурз. † Лутра-ях та хĕрсем, сарă хĕрсем, саркаланат савни умĕнче.

сарлакăш

(-гы̆ш), сарлакăшĕ (-гы̆жэ̆), сарлакĕш (-гэ̆ш), ширнна. Янш.-Норв. Вĕсем уй-чӳк юманĕ патне пуçтарăнсан, пашалусене пĕр çĕре утă купи пек купалаççĕ; чашăккисене пĕр икĕ ана сарлакăш пулĕ икĕ ерет лартса каяççĕ. (Уй-чӳк туни). Регули 1245. Икĕ хор сарлакăш постав. N. Мĕн сарлакĕш полĕ? Со что будет? N. Малтан чалăш сарлакăш çĕртен сиктерчĕ.

сасăсăр

(сазы̆зы̆р), безголосый, безмолвный, безмолвно. Букв. 1904. Вĕсем ман сăмахсене пĕр сасăсăр итлесе ларчĕç. Ск.и пред. 16. Çут çăлтăрсем çутăлаççĕ, пытанмалла выляççĕ, йăр-йăр çӳлтен анаççĕ, сасăсăр юрă юрлаççĕ.

сасă-чӳ

, сас-чӳ, то же, что сас чу. Завражн. Уйра нимĕн сасă-чӳ те пулман. Орау. Вĕсен таврашне: вăрăпа хăтланать, темеççĕ-и? — Çук, вĕсем çинчен ку таранччен вăл ĕçпе хăтланать тенĕ сас-чӳ илтĕнмен-ха. ЧС. Вĕсем: çав çырмара сас-чӳ тăвакана киремет тытса вĕлерет, теççĕ. Якейк. Ун çинчен пĕр сас-чӳ те çук (слуху нет). Сунт. Çут-çанталăк этеме вăрттăн усал тума шут тытнă пек ытла та ним сас-чӳсĕр шăп тăнă.

сатурлан

задориться, принимать бравый вид, храбриться. Шурăм-п. Ха! ха! ха! — пурте сатурланса кулма пуçларĕç. Толст. Ача сатурланса çитнипе унтан юлман (не отставал от нее). Альш. Каласан-каласан, хурланаканнисем (обижающиеся) тарăхма тытăнаççĕ, татах сатурланса леш калакансене хирĕç тавăраççĕ. Кан. Ку таранччен çырмасене ӳссе, асланса пыма чарман, вĕсем ирĕккĕн ӳссе, сатурланса тăнă.

семлĕ

тоже, что сĕмлĕ. Употребляется при названиях цветов, в значении русск. оватый. Альш. Сăрт хĕрринче сăвăр шăтăкĕсем пур, унта сăвăр нумай, сăвăрсем сарăрах семлĕ, хурарах семли те пулат. Вĕсем уçăм çинче тăранса çӳреççĕ ертиллипе.

сехĕрлен

(h-), бояться, пугаться, приходить в ужас, СПВВ. ЕХ. Сехĕрленни — пит хăрани. N. Упăте сехĕрленнипе, вăрмана кĕрсен, пынă çĕрте пĕр йывăçа çапăнса, çавăнтах ӳксе вилнĕ. Ст. Чек. Вăл çав каçхине ӳчӳк çырми урлă каçнă чухне пит сехĕрленчĕ (струсил). Баран. 41. Хăраман çĕртенех чун сехĕрленсе çитет. Ib. Эп çĕрле тула пĕ ччен тухсассăн, сехĕрленетĕп. Масар урлă каçнă чухне сехĕрленетĕп (мне было жутко). N. Вĕсем пĕтĕмпе сехĕрленсе ӳкнĕ. Они пришли в ужас. Хурамал. Çĕрле пĕрер çĕре кая пуçласассăн: мĕн сехĕрленсе çӳремелле çĕрле (к чему ходить, страшно), теççĕ ваттисем. Баран. 18. Пурте вĕсем сехĕрленнĕ; пурийĕн те хуйхă пур; тĕнчере пысăк хисеп чакнă.

сыпмалли

(-λλиы), выпивка. Юрк. Кам вĕсене сыпмалли пама пулат, вĕсем уншăн кăшкăрам пек пулаççĕ (на сходе, в прежнее время).

сысна

свинья. ЧП. Сысна тесен, шăрчĕ çук, этем тесен, сăнĕ çук. Ходар. Сыснаран усалсем, киремет таврашĕсем пит хăрат, теççĕ. Ib. Вăлсем ак ĕненеççĕ тата: киремете чĕрĕллех хура сысна çури кайса çаксан, киремет çав вырăнтан тарат, теççĕ. N. Пуян, ула сыснине пӳрт шулап(ĕ) çинче чиксе, хăçан тĕнĕ витĕр пăхса çийĕ, çавăн чухне унăн хĕрĕ сывалтăр. (Слова, произнесенные на дереве киремети одной из колдуний, испортивших дочь богача. Заклинание). Букв. Сысна хырăмне ыраш пăсмасть. Чăвашсем 10. Пурăнан ĕмĕрте сыснана та йысна тесе калан. (Стар. поговорка). Хурамал. Сысна пек пĕкĕрĕлсе çӳрет. ФТТ. Çуркунне сысна çурисем кăçкăрсан, часах сивĕ пулать. Юрк. Сыснапа чăвашсем турра кĕлтуман. Вĕсем ăна юратман. Çав пиркепе чăвашсем сыснасене усраман, вĕсенĕн ашне те çимен. Сысна темĕн-те-пĕр çиет, таса выльăх мар, тенĕ. Ст. Шаймурз. Тĕлĕкре сысна курсассăн, начелник килессе пулат, тет. (Стар. поговорка). || Особый способ забирать чело здания бревнами. Чертаг. Сыснапа тăрланă, забрали фронтон избы бревнами. Ib. Сыснапа хăпартнă, забрали бревнами. Орау. Сысна — бревна, коими забран фронтон клети. ЩС. Сысна — доски (бревна), которыми забрана стенка с волоковым окошком. Якейк. Сысна вăл кĕлет хĕрĕнче полать, он çине кĕлет пăрăс хораççĕ. Изамб. Т. Кивĕрех пӳртсен хайчă вырăнне çурмаран çурнă сысна пулат. Ib. Пурана улăхтарса пĕтерсен, икĕ пуçне пĕрер сысна хураççĕ те, ун çине хайчă тăхăнтараççĕ. || Кусок твердого дерева или железа, на котором лежит ось вала у водяной мельницы. (Названия остальных частей механизма те же, что и у ручной и ветряной мельницы). Шевле. См. арман. || Боров, дымволок (лежачая дымовая труба на подволоке). Трхбл. Кăмака мăрйине мачча çинчен пӳрт тăррине тӳрех кăларма юраласан, ăна пĕр аяккинерех сысна туса пăрса яраççĕ. Вара çав вырăнтан тин çӳлелле яраççĕ.

сыха

(-hы̆), то же, что сых. N. Таса çыру вăл чун çими, чун илемлĕхĕ, чун сыххи! КС. Пит сыхă тăраççĕ вăсам. Здорово караулят (напр., огурцы). Кн. для чт. 80. Пĕр чухăн хуçа, çула каяс умĕн, хăйĕн тимĕр таварне пĕтĕмпех пуян хуçа патне сыхха леçсе панă (отнес на хранение). Вишн. 67. Çавăнпа пирĕн шăлсене, вĕсем ан ыратчăр тесе, пит сыхă усрас (беречь) пулать. N. Эпир хамăр куçа сыхланă пек, сыхă усра мана. N. Çăварăма сыхă тăрат (охраняй, остерегай), çăварăма хупса тăма чарулăх пар. Беседа. Вĕсен çывăрмасăр сыхă тăни те (настороже) урă ăйхăран сыхă мар. N. Пулла çур та, чĕрине, пĕверне, ватне кăларса илсе, вĕсене ыхă (укромное) çĕре хур, тенĕ. N. Сыхă кĕтсе тăр. Будь настороже, выжидай с осторожностью. СПВВ. Сыхă ячĕ, про запас. См. сых ятне.

сиенлет

вредить. N. Сывлăха сиенлетни. Çĕр ĕçлекен. Тата час-часах каçсерен сивĕсем пулаççĕ; вĕсем çитĕнекен япаласене сиенлетеççĕ.

сивĕ

сив, холодный. Якейк. † Çак коккăрта çил сивĕ, çил сивĕ мар — хĕр сивĕ, чон йоратнă хĕр сивĕ. Истор, çӳлелле хăпарна çемĕн сивĕрен сивĕ пулса пынă. Орау. Эсĕр пӳртĕре сивĕ те сивĕ тетĕр, сив пĕрене кĕнĕ пулĕ пӳртĕре пуранă чухне. Çав сив пĕрене пӳрт пурине кĕрсен, пӳрт тем чул хутсан та ăшăнмаст. Вăл пĕрене тахçанччен тăрсан ытти пĕренесем пек çĕрмест, тет. Мусир. † Çӳлти пĕлĕт — шур пĕлĕт, сивви малтан килейчĕ. Якейк. Эп чее сивĕ ĕçме йорататăп. N. Кунта ытла сивĕ мар, ытла ăшă мар — вăхăтлă. Алдиар. Сиввине лаша уйăхĕ, ăшшине ĕне уйăхĕ, теççĕ. || Холодно. СПВВ. Сурса сурчăк ӳкми сивĕ. О сохр. здор. Ăна пĕрре пит сивĕ пулать те, хыçĕнчен вара вăл пит хытă вĕриленсе каять (жар и ожоб). Анат-Кушар. Çанталăк ытла та пĕр пекех сивĕ тăрать. Все стоят морозы. К.-Кушки. Тулта паян сивĕ мар-ши? Ib. Эпĕ чӳрече уçрăм та, сана сивĕ пулмĕ-ши (не будет холодно)? N. Çак уйăх пуш(ш)ех сивĕ тăра пуçларĕ. || Мрачный, сердитый. Ашшĕ-амăшне. Кĕркури пит сивĕ çӳренĕ, сасси унăн çилĕлĕ янăрса çеç тăнă. Юрк. Кай эсĕ, сивĕ япала, кай. Ст. Чек. Сивĕ куççăн пăхат = çиленсе пăхат. Ib. Сивĕ куççăн (пăхса) çӳрет (когда сердит). М. Васильев № З, 58. Шуйтан онтах откалать, онтан татмас сив куçне. Янтик. † Хĕрсем ӳссе çитнĕ чух сив куçăрпа ан пăхăр: хĕр куçăхать, тиеççĕ. N. Он пак сивĕ çын эп нихçан та корман. Вăл итла сивĕ çын уш (суровый). Он çине пăхсан хăрамалла. (Таков был Иван Грозный). || Нечто холодящее. Янбулат. † Йĕтĕн тотăр поç сивви, çак ен хĕрсем чон сивви. || Холод, мороз. Чем люди живы. Симун çĕтĕк картусне хывса лешне тăхăнтарасшăн пулнă, анчах хăй пуçне сивĕ çапнă. Кожар. Вăл киле çитсен, арăмĕ каларĕ: ачасене сивĕ çĕрте (в холодном месте) вĕлересси, кайса пос-килтен лаша топ та, вăрмантан çатрака тортарса кил те, вот хотса ăшă çĕрте вилĕпĕр. N. Сивĕ çапнипе чирленĕ. В. Олг. Ăшăпа сивĕ талашни (в сретенье). Орау. Сивĕсем пайтах пулкаларĕç кăçал. Шумш. Сиввине-ăшшине корнă çын, человек, видавший всякие виды. Янтик. Сивĕ çĕртен кĕрсенех ун патне ан пыр (не подходи к нему с холоду). Чăв. й. пур. 31°. Йĕпере-сапара та, сурса сурчăк ӳкми сивĕре те. N. Сивĕ, холод, мороз. О сохр. здор. Сивĕ çĕре тух (на холод). Регули 1060. Сивĕрен чĕтĕрет. N. Ăшă салатать, сивĕ пуçтарать, теççĕ. Изамб. Т. Лаша сыхлама хăварнă ачана сивĕ вите пуçланă (стал зябнуть). Анат-Кушар. Сивĕ пĕр улшăнмасăрах тăрать. Стоят непрерывные (бессменные) морозы. N. Пĕтĕм ăша витрĕ сивĕ. Орау. Юр айĕнче ăшне сивĕ витичченех выртнă. Кан. Сивĕсем татах пăртак пулĕç-ха. N. Сана сивĕ çапмаст-и? || Неприветливый. N. Хамăрах та кунта та, савни таçта, сивĕ сăмахсем çӳрет те хушăмăрта. ТХКА. Хĕрĕх те пĕр çул пурăнса та, пĕр сивĕ сăмах каламан эпĕ хам карчăка. Пазух. Хăвăнтан сивĕ сăмах илтмесен, çичĕ ют сăмахĕпе ан сивĕн. Кан. Вырăссем пире нимле сивĕ сăмах та каламаççĕ. Н Седяк. Сивĕ яшка сивĕтмест, сивĕ сăмах сивĕтет. (Послов.). || Лихорадка. Собр. Сивве (дихорадку) вĕсем: пĕчĕк ача пулса çӳрет, теççĕ. Унăн çӳçĕ вăрăм та, хăй лутра, теççĕ. Çав сивĕрен (лихорадки) пытансан, вăл тытмаст, тет. Тата, тунката çине шăтнă пилеш витĕр тухсан, пăрахат, теççĕ. Унтан тата, эрех ĕçсен, пăрахат, теççĕ; эрех ĕçсен, вăл ӳсĕрĕлсе нихăçан та пымаст, тет, вара.

сивĕн

охладиться, прохладиться. Изамб. Т. Ку, пăртак сивĕнсен, мухтана пуçларĕ. N. Яшка (щи) сивĕнсе каять. Ал. цв. 78. Ĕçет, çиет, сивĕнет, кĕвĕ сассисемпе йăпанать. N. Çăмах сивĕнерехпе хуралать. Орау. Чей сивĕннĕ-кайнă, астуман та. || Отчуждаться, отстыть, отвадиться, охладеть. Т. IV. Ялтан кайăксем сивĕнсессĕн, аван пулмаç, теççĕ. IV. Пĕр-ик-виç лайăх çыннăмсем пур тесе пурăнаттăм, пăхăсăн, вĕсем те пулин манран, мĕскĕнрĕн, сивĕне юлчĕç. Султангул. † Хамран сăмах илтмесĕр, çынсем каланипе ан сивĕнĕр. N. Вĕсем ăна хĕрхенсе, ăна сивĕнме хушнă. Альш. Çын сăмахпе сивĕнмин — лайăхчĕ (хурăнташ). Сред. Юм. Сивĕннĕ (так говорят, если сначала сватали невесту, а потом перестали).

сивĕт

охлаждать, студить. N. Кунта çанталăк — çăмăр çăвать те, юр çуса сивĕтсе хурать. || Охладить, отвратить от желания, вселить охлаждение. Янш.-Норв. Вĕсем çапла сивĕткелесе хăшне сивĕтсех яраççĕ, çынпа çын пĕр мар вĕт. Ib. Тусĕ (подруга девушки, которую хотят сватать), хĕр шыракансенĕн ывăлне юратать пулсан, хĕре питĕ мухтать. Юратмасассăн: çук, вĕсем кăçал памаççĕ пуль, вĕсенĕн халĕ ĕçлеме йышă та çук, тесе сивĕтет. Беседа. Вĕсене хирĕçтерсе, пĕр-пĕринчен сивĕтсе пĕтерет. || Отвадить. Орау. Епле вăсене пахчаран сивĕтес-ши? Как бы это их отвадить от огорода.

сул

сол, махать. ЧП. Сылтăм аллупа сулса юл (вслед за уезжающим). N. Вăл мана нимĕн те каламарĕ, пуçне кăна сулчĕ. N. Кăшт сулнипе пурне те тытса тăракан. N. Пĕр хыçĕпе сулнă та, виçĕ пуçне те татнă. Кан. Танюк аллисене мĕн курăнми пуличченех ял енелле сулса, илемлĕ юрăсем шăратса карĕ. Шорк. Вăл ăна çапасшăн патаккипе солса ячĕ. Питĕ солăмлă тивретрĕ. Пшкрт. Алă сол, махнуть рукой. || Ссылаться. N. Санран ыйтсан, эсĕ те хăвăн чăлаху (увечье) çине сулса: эпĕ пахчана кĕме пултараймастăп, те. || Удалить, отстранить. КС. Ун чирне сулса ярас (отстранить, удалить болезнь). || Качать, баюкать. Якейк. † Макăракан ачине солса яма килтĕмĕр, какалакан чăххине сĕлĕ сапма килтĕмĕр. || Раскладывать, накладывать. Истор. Олег вĕсене темĕн тĕрлĕ пысăк куланай сулса хăварнă. Орау. Халăх çине сулса янă (хăй çинчен халăх çине пăрса янă) парăмне. Сделал так, что его долг разложили на народ. N. Сутăн илекен япаласем çине, ют патшалăхран илекен таварсем çине сулса яракан укçасем (косвенные налоги). Трхбл. Кĕпер тума ята çирĕмшер пус сулса янă. На устройство моста на душу наложили по 20 коп. См. сулăм. || Наговаривать, заколдовывать. Альш. Вĕсем (чăн-чăвашсем) ку укçасене темĕн-темĕн кала-кала хăвараççĕ, тет. Ку хальхи чăвашсем пыраççĕ те, илсе килеççĕ вăл сулса хăварнă укçасене. Çавăнтан вара тытăнаççĕ ял çыннисем чирлеме. Могонин. Эх, киремет, эс ман хута кĕрсе çав çынна сăян ту, эпĕ сана хăçан та полин чӳк тăвăп! тесе, киремете сулса хăварнă вара. ЧС. Сирĕн кӳршĕрен, нумаях пулмаçт, пĕр виле тухнă, тухатмăш, çавăн пумилккине пуснă пăру юнĕпе сирĕн витене кĕрсе: выльăх-чĕрлĕх пĕттĕр, тесе, сулса сирпĕтнĕ. N. Эпĕ сан çине сулам. N. Ел-пуçпе сулап. Ст. Чек. Сулнă, навожденный. N. Кӳлле солсассăн, çын вилет, тет. || Науськивать, натравливать, колдовать. Янш.-Норв. Çавăнпа унтан (т. е. тӳркĕлли порăнакан кĕлет йышĕнчен) вĕсем тӳркĕллине сулса: тем кăтартĕ, тесе, питĕ хăраса тăраççĕ. ЧС. Эсĕ ăна валеçнĕ чухне çил-арман патĕнче Куслав Марккипе вăрçнă, вăл вара хăйĕн кĕллипе сулнă (свою киреметь натравил), тет. Изванк. Чи малтак Кукша Майра юмăç пăхма тытăнчĕ. Пăхрĕ-пăхрĕ те, ак çапла каларĕ: ах, сирĕн пурăнăç пит пăтранса кайнă; киреметсем те пĕри те çырлахман, тата пуринчен ытла сире сулнă. Эх! вăт çав сире курайман çын, епле вăл исыян киреметне йăвăрăн сулса тăрат: ав вăл епле сăмахсемпе сулса тăрат, малалла пурăнăç ан пултăр, вăсене хура çĕр витĕнтĕр, уйăх-хĕвел куртăр, хура çĕр витсе илтĕр, çĕр карăнтартăр, вăсем кай-ури ури пек каялла кайччăр, çурчĕ-йĕрĕ вĕтрен тăрри пек кĕл пулса вĕçсе кайтăр, сыпăкран сыпăк пĕтсе пыччăр. Выльăхне-чĕрлĕхне çĕлен-калта ертĕр; хĕрт-сорчĕ сивĕнсе вăсем патĕнчен тартăр. Вăсем çĕртен çӳле ан хăпарччăр, яла тухсан, вăсенчен ял култăр. Турă такăнтарса пытăр анчах вăсене, тесе, çĕрĕпе пĕр çаран çинче икĕ аллипе курăксене турта-турта татса: хăçан та хăçан вăсем çак эпĕ татса тăкнă курăксене сыпса çитерччĕр те, тин этем ывăлĕ-хĕрне ерччĕр, тет, терĕ. („Çĕр таврăш“). Шорк. Сулас — киремете сулас, удовлетворить киреметь. Альш. „Киремете сул“ не значит ли: направить, напустить, „накачать“ на кого киреметь. || Проклинать, желать худа. Ст. Чек. † Асăнаççĕ ырă ăшă кăмăлпа, сулаççĕ усал кăмăлпа. Ib. Ывăлусем çине ан сул (не проклинай). N. Эпĕ малашне ĕнтĕ çынна хирĕç усал сулмăп.

сулăн

размахиваться. Бес. чув. 2. Вăл ĕричак сулăнмассерен (при каждом взмахе) çавăрăна-çавăрăна пăхать те, чĕтĕрекелесе тăрать. || Клониться. Бел. Çавăн чухне ирхи апат вăхăтĕнче тухса кайнă çын пилĕк çухрăма хĕвел кăнтăрларан каçаллана сулăнсассăн тин хăнана çитмелле пулчĕ. Изамб. Т. Эпир ĕнер, кăнтăрла сулăнсан, пулла (на рыбалку) кайрăмăр. N. Кăвакăн-кăвакăн пĕлт хăпарать, кай енелле сулăнать. О земл. Йывă шăтсан, калчасем пĕр-пĕрне тăвăрлаççĕ, çĕрелле сулăнаççĕ. Якейк. Каçалла солăннă (= летом часов в 5—6, а зимою в 2—3). N. Тĕттĕм сулăннă, сумерки. || Раскатываться на раскате. Султангул. † Сĕнĕ çуна кӳлтĕм те çула тухрăм, çунамçăм сулăнчĕ те, ай, юр тулчĕ. Чураль-к. † Кӳлтĕм-тухрăм сар лаша, сикрĕ-ларчĕ сарă хĕр; сулăнкара та сулăнать, лакăмра та ларса юлать. N. † Çони солăнать солнăк енелле (по уклону раската), эпир хамăр çавнашкал, ĕçкĕ енелле солнатпăр. N. † Çырма хĕррипеле пынă чух çунам сулăнасран чунăм çук. || Слоняться. Ст. Яха-к. Шăпăрçăпа парапан çапаканнисем çук пулсан, сĕрен халăхĕ вара ахалех сулăнса çӳрет. Сĕт-к. Апат шыраса солăнса çӳреççĕ. || Направиться. Юрк. Хăйĕнĕ пур чухне кирек кам та юта сулăнас çук. Кан. Улатăр вăрманĕсенчи кашкăрсем кунталла сулăннă. Баран. 4З. Ăлавсем иртсе кяйсан, кайăк (заяц), çул урлă каçса, майĕпе анкартинелле сулăннă. N. Вут хĕлхемĕ тухса çӳлелле сулăннă пек. Изванк. Çак ача, вăл кăçал салтака сулăнтăр (чтобы ушел) тесе, тем чул ылханакансем (зложелатели) пулĕ. („Тĕп саканче пăт чӳклени“). М. Сунч. Вара, выляса чăрансан, пурте килелле сулăнаççĕ. N. † Икĕ старик орам тăрăх отаççĕ: ста ĕçкĕ, онталла солнаççĕ. Шурăм-п. Çамрăккисем килелле сулăна пуçларĕç. Вĕсем хыççăн ваттисем те кайрĕç. Альш. Кайрăм урам тăршшĕпе, сулăнтăм тăван еннелле. Сунт. Тĕрĕс, Петĕр, эс калани. Эс Хветюк патĕнче çыратăн-и? — терĕ Шикайĕвă. Петĕр Хветюксен пӳрчĕ енелле сулăннине курса. N. Упăшки калĕ: ман санпа мĕн туса ларас? эсĕ çырăва пĕлместĕн, тийĕ. Вăл (он) вара килтен тухса сулăнĕ. || Иметь желание, иметь надежду. Б. Аккоз. Сана корасса солăнманччĕ. Не надеялся увидеться о тобой. (У других скажут: сана курасса та сунманччĕ). Кн. для чт. 107. Çурисем амăшне кĕтеççĕ, кĕтсе илессĕн сулăнмаççĕ. || Шататься, качаться. N. Хурăн сулăнса кайнă (пошатнулась). Сĕт-к. Çав пачкалăка пĕкĕ пемелле: тем çĕрех солăнса карĕ. Орау. Сулăнса карĕ те, ӳкрĕ-вилчĕ. Ib. Сулăнса кайса ӳкрĕ те, çавăнтах пĕтрĕ. Зашатался и упал мертвым. Изамб. Т. Сĕве кĕпери урлă каçнă чухне кĕперĕ сулăна-сулăна каят (качается). Альш. † Пусмаран антăм — сулăнтăм, тăванăмсенчен уйăрăлтăм. (Хĕр йĕрри). Пазух. Алăкран тухăп — сулăнăп, атте-аннерен уйăрăлăп. || В перен. зн. — лишиться. N. Вăйран - халтан сулăннă. Юрк. Лаши мĕскĕн, вăйран сулăннăскер, нимĕн тума пĕлмесĕр, турта хушшинче çав пăркаланса пырат. Ау 110. Ку чысти вăйран сулăннă, тет, хăй чĕлхине кăларнă, тет, хӳрине аялалла тăснă, тет. Толст. Пĕр çухрăм пек кайсан, вăл пĕтĕмпе вăйран сулăннă, урисем тем пек сурнă. N. Енчен эсĕ сулăнса кайсассăн (если ты сбился с пути), ун çине шанчăк çук вара. Алекс. Нев. Ашшĕ-амăшĕсем, ачисем çине пăхса, вĕсемпе малашне мĕн пуласси çинчен шухăшласа, пĕтĕмпех йĕрсе сулăннă: чăнахах курайман тăшман пиртен туртса илĕ-ши вара вĕсене? тенĕ.

сулкалан

(-галан), покачиваться, пошатываться. Скотолеч. Ib. Унтан лаша сулкаланса ӳкет те, пăртак тапкаланса выртсан, вилет. Кан. Çак кĕперсем урлă лашасем каçмалла мар сулкаланса ларатьчĕç. Орау. Вăл сулкаланса тăчĕ-тăчĕ те, çĕре персе анчĕ. Он зашатался и упал. Кан. Вĕсем час-часях хăйсем Уçăп патĕнчен сулкаланса тухаççĕ.

сулхăн

(сулhы̆н), тень, прохлада, холодок; прохладный, тенистый. См. сулхăм. Янш.-Норв. † Кăçал урпа пит пулчĕ, сулхăнпала (холодок) выртăмăр. N. Уйăх сулхăнĕпе (тенью) çĕр тĕттĕмленет. К.-Кушки. Эс пĕтĕмпех сулхăнра (в тени), пуçă кăна сулхăнра мар. Ты весь в тени, только голова не в тени. О сохр. здор. Тата вĕсем (деревья) вут-кăвартан та пăртак чараççĕ, шăрăхра та сулхăн (прохладу) туса тăраççĕ. Ст. Шаймурз. † Атăлсем тулли, шывĕ сулхăн. Микушк. Каç сулхăнĕ — вечерняя прохлада, ир сулхăнĕ — утренняя прохлада. Ала 69°. † Хура вăрман касрăм — çул хыврăм, ут пуçĕсе (= пуçĕсене) сулхăн ӳки (= ӳкĕ-и), тесе. Ib. † Хăмăш та касрăм — хуш (= хушă) турăм, пуçа та сулхăн тăвасшăн. Пазух. И те, шанкăр уяр, ай, çил сулхăн, янтăрать-çке Хусан чул лапки. Юрк. † Шыв хĕрринче палан пиçет-çке, сулхăн çутти шыва ӳкет-çке. Ib. † Аслă улăхăн ути çук, ути пулмасан та çырли пур, çырли пулсан та тути çук, те шыв сулхăнĕпе пиçнĕрен. Сред. Юм. Сулхăн — 1) тень, падающая от предмета; 2) зонт. ЧП. Утă капан мĕлки сулхăнĕпеле. Бугульм. † Хăпартăм çӳлĕ ту çине, лартăм йывăç сулхăнне. Т. VI, 37. Каçхи сулхăнтан та, ирхи сулхăнтан та эсĕ упраса, эсĕ сир. („Чуклеме кĕлли“). ЧП. Ешĕл хурăн айĕнче утă çултăм: ута сулхăн ӳки (= ӳкĕ-и), тесе. ГТТ. Çĕр уйăх сулхăнне çаклансан, çĕр çинче хĕвел тĕттĕмленни пулать. N. † Пирĕн урам урлăшне юхат шывăн сулхăнĕ. N. † Пĕчĕкçĕ пĕр (пуçăм) çырма, сулхăн шыв, сулхăнĕнчен турă сыхлатăр, Кан. Чăтма çук хĕвел хĕртет, лашасем те сулхăналла кĕресшĕн. || Мрачный, невеселый. ЧП. Пирĕн çак тăвансем мĕшĕн сулхăн? || Зонт. СТИК. Янтик. Сулхăна пĕр, сложи зонт. Нюш-к. Сулхăн тăратса пырать. Идет, раскрыв зонт.

сума су

класть в счет, т. е. почитать, уважать. Собр. Сылтăм уринчен тытса тайăлсан: укçа ытат, тесе, ан калăр; сулакай уринчен тытса тайăлсан (того, кому кланяются), сума сумас, тесе ан калăр. СПВВ. ПВ. Сума сăвас, в счет класть. Самар. Пĕр-пĕрĕре сума суса пурăнăр. N. Ĕлĕк хăйне лешсем сума суманнине асне илсен, вĕсенĕн айван ăсĕсене ыттисене пĕлтересшĕн, хайласа калаçма тытăнчĕ, тет. Кратк. расск. Вăл ывăлĕ унăн ашшĕпе амăшне сума суман çын пулнă. Учите детей. Ашшĕ-амăшне пĕрре те сума сумарĕ. Юрк. Этем хăй арăмне хăй пеккинчен туманнине пĕлсен, пĕрте сума сăвасшăн, пăхăнасшăн мар! тет (хăй ăшĕнче). Ib. Хăйсенчен кĕçĕн çынсене, юрлисене, вĕсем пек пуласса сунмасăр, сума та сумарĕç-тĕр. Н. Якушк. † Ерехмет сума сунăшăн, ерехмет хисепленĕшĕн.

сун

сон, желать. Бгтр. † Ах, пус-килсем (кӳршĕсем), ял-йышăсем, усал сунса ан ярăр. (Солд. п.). N. Вĕсем мана канлĕх суннă пек калаçаççĕ. Ала 91. Эй ачамсем, ахаль каламан: ама-çори амăшĕ, тесе: мана ырă сунан çавă пурăнăçа ан куртăр. Юрк. Çав вăхăтра çынсем пурте çапла савăнса темĕн тĕрлĕ ырăлăх суннине курсан: мана капла пĕлекен çынна ырă сунманни лайăх мар, эпĕ те ăна çынсем умĕнче ырă сунам халĕ, тесе шухăшлать. Ib. Пурте хăна (тебе) усал сунĕçĕ (будут проклинать). Ал. цв. 29. Çилĕллĕ аппăшĕсем, тĕрĕс ĕçлесе тăракан тарçисем, аслă улпутсем, салтак пуçлăхĕсем — пурте каччăпа хĕре ырăлăх-сывлăх суннă. Т. VII. Эпĕ сана уншăн тем пек ырă сунăп (несказанно буду благодарить). Б. Олг. Похăнчĕ хăна, пӳрт толли; сонни (-ννиы) килчĕ пор хăна та (приехали желанные гости). Изванк. Ыр тор ыр сунтăр. (Начало моленья). В. Олг. Лаша лайăх — ларакан çок; пĕренĕк нумай — çиехен (= çиекен) çок, çиехен пор та — сонни çок; сонни (желанная) пор та — варли (-λиы) çок; варли пор та, конта килме вăтанат. Утăм. Тĕл пулмарăм сунан ĕмĕте. N. Çынна хаяр сун, желать другому зла. || Питать добрые чувства, любить. N. Халĕ ĕнтĕ вĕсем Якура хирĕç нимĕн те кăшкăрмаççĕ, анчах хĕрарăмсем сунмаççĕ. Б. Олг. Сăпаççипах аттине пере(= пире) сонса чĕннĕшĕн. Ib. Кам хорат виçĕ пус, кам мĕн чолĕ сонса парат яшка çинĕшĕн. Ib. Киле кĕртĕм (зашел) эпĕ, хорăнташсам патне каясшăн, мана парне параччĕ: пир, сонаканĕ окçа парат, пор те парат, çип те параччĕ салтака кайнăшăн. В. Олг. Эс мана сонмарăн (не почтил; не пришел в гости, будучи зван). Шибач. Сонса пар (йоратса пар). Ib. Ыр сонса (йоратса) килтĕм. С. Айб. † Мана сунакан ыр çынсем, атте-анне килне пырса кур. || Надеяться, чаять, ожидать. N. † Куриччен, курассăн сунмарăм, курсан, калаçасса та пĕлмерĕм. Бюрг. † Сарă-сарă пăри кĕлти, саланмассăнах сунчĕçĕ, саланчĕ-ĕçке, саланчĕ; телĕйсĕр-телейсĕр пуçăма, камалсăр пулĕ, терĕçĕ, кайрăм-ĕçке, кайрăм куç курман çĕре. Толст. Эпĕ ăна вĕренессе те сунмастăм (не чаяла, что научусь). Собр. † Çуратаччĕн çуратассĕн сунмарăн. Кильд. † Çĕнĕ-ах та тир, сакăр тир: çĕлетиччен çĕлетессĕн сунмарăм (не чаял). Н. Лебеж. † Ай-хай атте чунăм, анне чунăм, тупиччен тупасса сунмарăм. N. Апла çырманнисене ӳлĕмрен укçа памасса сунать. Ал. цв. 22. Малалла санăн ман патăмра пурăнассу килмесен, эпĕ сана ирĕксĕр пурăнмалла, ĕмĕр сунмалла тăвасшăн мар. N. Ярах ĕнтĕ мана, халĕ те манăн аттемпе аннем мана курасса сунмаççĕ. ЧС. Чăвашăн пĕр-пĕр çын сымарлансан мĕн тусан, мĕн çине сунма пур вара: е керемет тытнă, е вилĕ вăрăннă пулĕ, тесе, юмăç тăрăх сĕтĕрĕнсе çӳресе супаççĕ, вара. Юрк. Эпĕ санран çыру мĕн илессе сунманччĕ: епле çырса яма асна илтĕн-ши, тĕлĕнетĕп. N. Чӳркӳ праçник кон сонса карăмăр.

сур

плевать. Б. 13. Халăх сурать — кӳлĕ тăвать, пĕччен сурать — типсех пырать. Орау. Сур ăна питĕнчен. Плюнь ему в рожу. В. С. Разум. КЧП. Эпĕ сана çапла каларăм пулсан, мана эсĕ куçран сур. Юрк. Ни çăтса яраймаст, ни çăварĕнчен сурса кăлараймаст (не может выплюнуть). N. Ĕçлекенĕн алли çине турă сурман, теççĕ. (Стар. послов.). К.-Кушки. Суртăм, суртăм, ниепле те сурса тасатса кăлараймарăм. Плевал, плевал, и никак не мог проплеваться. N. Ултă кун юнлă сурса выртрăм. N. Кам çак сăмаха сире калать, куçне сурăр. N. Хĕвелçавăнăш çиять те, хуппине сурса пăрахать (выплевывает). Кан. Иртсе çӳрекенсем кăна курсан, пуçĕсене суллаççĕ те, лач! сурса пăрахса, лашисене пушăпа çапса, часрах чуптарса иртсе каяççĕ ку вырăнтан. Ядр. Сор та вĕр, наплюй. || Впитывать, пропитывать, проходить насквозь (о воде). Ст. Чек. Выртан каска шыв сурат (впитывает воду). Кр.-Чет. Ват каскана шыв сорать. (Поговорка. Так говорит старик во время выпивки среди молодежи, когда на его долю достается больше). Кудаши. Йӳçе шу сорнă (= шыв витнĕ). Ib. Çĕре шу сорнă, вода прошла насквозь, т. е. до сырого слоя. Ib. Тонтире витĕрех шу сорнă (= витĕрех кайнă). Ib. Çĕре шу ик-виç вершок сорнă. Трхбл. Йывăççа шыв сурнă. Ib. Шыв сурнă йывăç йывăр пулат, час типмес. Ядр. Шыв çĕре сорать (= витĕр каять, идет сквозь). || Выходить в виде пены из дерева (о воде, о соке). Янтик. Йывăç шыв сурать. (Говорят, когда во время колки сырых дров от удара топором выходит вода). Б. Аккоз. Хурăн шыв сурать. (Говорят, когда на месте надреза коры березы выходит сок и образуется на этом месте нечто похожее на пену). || Стрелять. Сред. Юм. Пăшал персен: пĕри сôрчĕ ĕнтĕ, тем вĕлерчĕ, теççĕ. || Ворожить, наговорить. ЧС. Алине пĕр курка шыв илсе сура пуçларĕ: хут çине пăхнă пек каласа сурса кайрĕ (старуха). Якейк. Атя-ха, инки Мария, куç чĕлхи сорма, тем полч, кĕçĕр иккĕн те çуримарăмăр. N. Алла кастартăм, тимĕр чĕлхи сур-ха часрах. N. Вăл часрах çавине пăрахать те, ватăрах çынне чĕнет аллине сурса яма. Чăвашсем 38. Е пĕсмĕлле, пĕр турă, ампрах (= ан пăрах). Амин. Пичĕкери сăрампа, хăнам-вĕрлемпе, çунатлă кайăкăмпа, хуранлă путтăмпа (= пăттăмпа) асăнатăп, суратăп. Амин. Т. VI, 29. Пĕчĕкери сăрапа, хăнам-вĕрлемпе, çунатлă кайăкăмпа, хуранлă пăттăмпа асăнатăп, суратăп. Амин. ЧС. Тата хăшĕ, аммăшĕ çимĕкре ваттисене хывнă каç: вăл ваттисене хывасси пирĕн килте малашне ан пултăр, вĕсем пичĕ çине сурам, тесе, çĕре лач! тутарса сурчĕ, тет. Ходар. Ăна (старухе, лечившей от куç ӳкни) анне пĕр пĕремĕк пачĕ те, вăл çав пĕремĕк çине ак çапла каласа сурма тапратрĕ (т. е. ворожить). Арçури. Вĕрет, çурать, пӳсмăрлать. В. Олг. Осал чĕлки сорни.

сурăх-ури

сорăх-ори, сурхури, сорхори (-h-), букв. — „овечья нога“. Зимний праздник молодежи, сопровождавшийся в недавнем прошлом гаданием, когда впотьмах в хлеве ловили руками за ногу овец. Прежде (по крайней мере в северной части Чувашии) он совершался в З-ю пятницу после Николина дня (6 дек. по ст. ст.), а позднее в одних местах сурхури стали называть ночь под рождество, в других — ночь под новый год, в третьих — ночь под крещенье. Помнили и старое время празднования сур-хури, т. е. З-ю пятницу после Николы. В общем, праздник этот по времени совпадал с русским рождеством и святками с их гаданиями и уже представлял смешение чувашского и русского праздников. На этом основании русский христианский праздник рождество (в чувашской переделке „раштав“) в некоторых местах чуваши назвали словом сурхури или сорхори (сорхори конĕ — 25 декабря по ст. ст.). Последнее название известно в северной части Чувашии, а слово раштав в этом значении там не употребительно. В южных частях, напротив, рождество почти исключительно обозначается словом раштав, а сурхури означает лишь гаданье под новый год (сурхури тытни). Изамб. Т. Хăшĕ-хăшĕ сурăх ури тытаççĕ. Картара, тĕттĕм çĕрте, шур сурăх тытсан, ул арăмĕ сарă пуласса пĕлтерет. Хĕрача тытать пулсан, упăшки сарă пулассине пĕлтерет. Камăн сурăхĕ хура, улă арăмĕ хура пулассине пĕлтерет. Суккăр, уксах сурăх лексен, арăме çуккăр, уксак пулассине пĕлтерет. Бисяр. Çĕнĕ-çул каç тĕттĕм çĕрте сурăх ури тытаççĕ: кама шурă сурăх лекнĕ, унăн арăмĕ шурă пулать, теççĕ, кама хура сурăх лекнĕ, унăн арăмĕ хура пулать, теççĕ. Шарбаш. Сурăх-урисем те, çăварнисем те лайăх иртертĕмĕр, N. Сорăх-орисĕр, раньше святок. Ала 30. Ачасен юри. Çиттĕр, çиттĕр сурăх-ори, сурăх-ори, сурăх-ори терĕмĕр, сорăх-ори çиттĕр, ай, курăнать, атьăр тухăр, ачасем, урам тăрăх кайăпăр, килĕрен киле çӳрĕпĕр, килĕрен кукăль чӳклĕпĕр; мучи пире кӳртетни. Кӳртмесессĕн, каятпăр; кӳртет, кӳртет, ан кайăр; кинемей, пире кукăль пар, паратни та памасни, кукăль парсан, каймаспăр; парать, парать, ан кайăр. Ib. 100. Сорăх-ори йорри. Сорăх-ори Кĕркори, Ваççа хĕрĕ Варвари, Тӳми çохи латтым çок, кĕтĕмĕр те тохрăмăр. Пĕри така, тепĕри пытяк, мекекек, мекекек! Шурăм-п. Сурăх-ури чухнехи вăйăсем. 1. Пуслăх тăратса йăвантараççĕ: арçын пулсан, пуслах йăваннă енчен хĕр илет; хĕр пулсан, çав енне качча каять. 2. Пуçа путалка тăхăнса уçă хапхаран тухаççĕ: ниçта лекмесĕр тухса кайсан, хусах — çак çулта авланать, хĕр — качча каят, тухаймасан — çук. З. Пӳрт умне кайса итлеççĕ. Укçа шутланнине, укçа сасси илтес пулсан, (пуян çĕртен илсе) пуян çĕре кайса, пуян пурăнмалла. 4. Ампар умне кайса итлеççĕ: тырă юхнине илтсен, пуян çĕре каятăн, кушак-кайăк кăштăртатнине илтсен, чухăн çĕре каятăн. 5. Йĕтем çине выртса итлеççĕ: пуртă сасси илтсен, тепĕр çĕн-çулччен вилетĕн. 6. Çăл кайса питреççĕ. Упăшка пулас ача çĕрле тĕлĕкре çăл уççи илме пырать. 7. Таса юр çине кайса выртса, хăйсен кӳлепине хăвараççĕ. Ирччен çавăнта тыр пĕрчи пырса выртас пулсассăн, аван çĕре кайса, пуян пурăнатăн, йытă пăх мĕн тупсан — вилетĕн. 8. Чăх тытаççĕ. Малтан урайне çатмапа шыв, çăкăр, тенкĕ, кăмрăк, кĕл хываççĕ. Вара, чăххисене ярсан, вĕсем мĕн сăхнине пăхаççĕ. Çăкăрпа тенкĕ (украшение из серебояных монет) сахсассăн, пуян çĕре каятăн, кĕлпе камрăк сăхсассан, чухăн çĕре каятăн. Шыв ĕçсессĕн, эрех ĕçекен çынна каятăн; чăхху, урай çине ярсан пăтратса вĕçсе çӳрес пулсассăн, упăшку вĕçкĕн (çăмăл çын) пулать, лăппăн çӳресен, йăваш, лайăх çын пулать. 9. Аслăк çинчен улăм тухса çыртаççĕ. Камăн тырă пĕрчиллĕ лекнĕ, çавă пуян çĕре каять, пушши лекнĕ пулсассăн, чухăн çĕре каятăн. 10. Чашăк çинчи шыв çине çурта ирĕлтерсе яраççĕ. Çурта тăмламĕ шыв çинче путса чашăк тĕпне тивес пулсассăн, качча каятăн; путмасассăн — каймастăн. Çурта тăмламĕ сивĕнсен, çӳле хăпарать. Вара, çак тирĕк тĕлĕнче тăрсассăн, пуян çĕре каятăн, кăмрăкпа кĕл тĕлĕнче тăрсассăн, чухăн çĕре каятăн. 11. Кĕнчелеççи çинчен сус туртса илсе, хуллен йăвалаççĕ те, çунтараççĕ. Кĕлĕ çӳлелле хăпарас пулсассăн, авланатăн, çӳле улăхмасан — авлаймастăн. Кĕл сарă пулсассăн, матку сарă пулать, кĕл хура пулсассăн, матку хура пулать. 12. Шăтăрнак шутлаççĕ. Пĕр хушăра мăшăр тухсассăн, ху та мăшăрланатăн, мăшăр тухмасан — авланаймастăн. 13. Улăм пĕрчисене çатма айне хурса нăриклеттереççĕ. Çав упăшка пулас ачан ятне каласа парать. Улăм пĕрчи миI ми! киI киI тет. Хĕрĕ: манăн упăшка пуласси Микит, тет. N. Хĕрсем сурхурине хăмла парсан: пирĕн те каяс, эпир те сурхурине хăмла панă, теççĕ. N. Эпĕ санăн çыруна илтĕм сорхори тепĕр конне, декабĕрĕн 26-мĕшĕнче. Чертаг. Сôрхори, сôрхори, пĕр вĕç вакра, пĕр вĕç картара. Тораево. Ме, ме, сурхури, çулталăкра пре (= пĕрре) килет, юрлăр, юрлăр, ачасем. Куклĕ парас сасси пур: парать-и, памасть-и? Парать, парать, ан кайăр. (Из „сурхури юрри“). Якейк. Сорхори чопнă чох ачасам кашнă çын панчех коккăль татăксем кăсия чикеççĕ. Каран çав коккăльсене сорăхсене параççĕ. Çапла тусан сорăхсам лайăх порнаççĕ, хонаççĕ, теççĕ. Бгтр. Сурхури ачисем — ребята, бегающие в этот праздник по домам. Пир. Ял. Улахра сурхури кукăли çинĕ чух чухăн ачисемпе пуян ачисем хушшинче тавлашу тухса каять. Абаш. Сорхори чох килтĕм. N. Сорхори кон килтĕм. Пришел (приехал) в день рождества. N. Сорхори витри — симĕс витри, симĕс витри коптăрт! тет, айта, тантăш, киле кас (= каяс). N. Тепĕр эрнерен сорхори салачĕ поçтаратпăр. Бгтр. Сурăх ури. Ӳте кĕнĕ кун (первый день мясоеда, т. е. день рождества) каçпа ачасем урама пуçтарăнса тăраççĕ. Вара такмакпа хутаç тупса тухаççĕ те, урамăн чăн хĕрĕнчи пӳртрен пуçласа, килрен киле кĕрсе çӳреççĕ. Çӳренĕ чух ĕлĕкрех: „сурăх ури, сурăхсам питек туччăр-и, арăмсам ача туччăр-и, хĕрсем хĕсĕр пулччăр-и!“ тесе кăшкăратьчĕç. Халĕ пирĕн апла кăшкăрма пăрахнă. Пӳрт-умне хăпарсан, унта сикеççĕ, тĕпĕртетеççĕ. Вара пӳрте кĕреççĕ те, тропарие кондак юрлаççĕ, ĕлĕкрех апла юрламасчĕç. [Здесь приведено описание сурхури до Октябрьской революции, в переходный период от язычества к христианству, когда старый народный обычай уже стал вытесняться и заменяться обычаем „славления христа“. Ред.]. Юрласа пĕтерсессĕн: „пăрçа çакăн çӳлĕш пултăр“, тесе, пăрçасене чăштăр-чаштăр çӳлелле сапаççĕ. Пӳртре кĕçĕн-çын пулсан, е хăна-хĕр пулсан, ăна та пăрçапа сапаççĕ. Вара: кĕрпе пур-и? çу пур-и? тăвар пур-и? тесе ыйтаççĕ. Вара вăсене пăрçа, кĕрпе, тăвар, тата хăшĕ çу параççĕ. Тухса кайнă чух сурăх-ури ачисем: „сак тулли ачи-пăчи, урай тулли питекки, пĕр вĕçĕ шывра, тепĕр вĕçĕ картара“, теççĕ. Пур çын патне те кĕрсе пĕтерсен, пĕр яракан çын патне килеççĕ те, пăрçапа пăтă пĕçерме тапратаççĕ. Кашни кĕтшер (понемногу) вутă йăтса килеççĕ, тата хăйне валли кашăк илсе килеççĕ. Апат пиçиччен ачасем темĕн тĕрлĕ те выльляççĕ, юрлаççĕ. Пиçсессĕн, çуллă туса çиеççĕ, вара киле тавăрăнаççĕ. Ĕлĕкрех, апат çисен, кĕлетке тума каятьчĕç: юр таса çĕре каятьчĕç те, унта месерле выртса, кĕлетке туса хăваратьчĕç. Тепĕр кунне ирех кайса пăхатьчĕç. Камăн кĕлеткине йытă е кĕрĕк мĕн (= кирек мĕн) таптана, вараланă пулсан, çавă вилет, тетчĕç. Халĕ пирĕн апла тума пăрахнă. Хурамал. Сурăх-урине çĕнĕ çулпа крещение хушшинче тăваççĕ. Хĕрсем нумайăн пухăнса салат пухса сăра тăваççĕ. Сăрана хатĕрлесен тепĕр кун ирхине икерчĕ хураççĕ те, каç икерчине пĕçереççĕ. Унта пасар çăнăхĕнчен (из крупчатки) вĕтĕ йăвасем пĕçереççĕ, вăл йăвасене чепчек теççĕ (тутарла). Каç пулсан ват çынсем пухăнаççĕ. Вăлсем укçа параççĕ те, вăсене хĕрсем сăра ĕçтереççĕ. Ваттисем кайсан, çамрăксем ĕçме тытăнаççĕ, купăс-кĕсле каласа ташлаççĕ, сăра ĕçеççĕ, çупа икерчĕ çиеççĕ, чепчек валеçсе параççĕ. Унтан хĕрсем каяççĕ сурăх-ури тытма. Сурăхсем хупнă витене кĕреççĕ те, камăн аллине мĕлле сурăх лекет, пĕрер сурăх тытса, мăйне паллă япала çыхса яраççĕ. Тепĕр кун кайса паллаççĕ: ватă сурăх лекни, ватă качча каять, теççĕ, çамрăк сурăх лекни çамрăк çынна каять, теççĕ. Унтан анкартине каяççĕ, капантан тырра шăлпа çыртса туртса илеççĕ те, пучахне йăваласа, тĕшшине суса пăхаççĕ: тĕшши ытă (нечет, непарно) тухсассăн, тепĕр çулччен качча каймасть, тĕшши тĕкел (чёт, парно) тухсан, качча каять, теççĕ. Унтан каяççĕ пуян çын çурчĕ патне, кĕлечĕ хыçне тăрса итлеççĕ: пуян пурăнас пулсан, укçа сасси илтĕнет, теççĕ; çавна: тăн итлерĕмĕр, теççĕ. См. Магн. М. 97.

сурăх кĕтӳ

овечье стадо. Якейк. Вĕсем сорăх кĕтӳ пек анчах мар-и вара? Ăна шта исе каян, çанта пырать: эс мĕн тутаран, çана тăвать.

сут

сот, продавать. Трхбл. † Аршăн-аршăн çутă ука сутаймашкăн тухнă эпир. Регули 724. Ку пӳрте сотаççĕ (пӳрт сотăнать). Ib. 707. Хăш сотмалла япалине онта хăварас. Ib. 687. Сотмаллине онта хăвар. Ib. 206. Она сотиччен хам тăхăнам. Якейк. Толти (на дворе) чăххисам хырăмшăн сотаççĕ анчах, пит çиясшăн. Чăв. й. пур. 30. Арăмĕ вилсен, юлашки тӳшекне те сутса ĕçнĕ вара. Сред. Юм. Ӳлмерен (= ӳлĕмрен) эс ôн пик япалана сотнă ан пôл вара (вперед, чтобы таких вещей не продавать). Ib. Ӳлмерен ôн пик япалана сôтнă пôл пĕрех эс! У меня еще вздумай-ка такие вещи продавать. N. Сутма атте кирлĕ мар, илме атте кирлĕ, теççĕ. (Послов.). КС. Вырăсла эпĕ сана сутса ярăп (т. е. я хорошо знаю по-русски). Альш. Тутарла пĕлекен çинчен, вырăсла пĕлекен çинчен: вăл тутарла сутса ярĕ, теççĕ, вăл сана сутса ярĕ вырăсла, теççĕ. Пшкрт: эс онβа с'ыβы̆с'сан вы̆л ы̆ҕуна т̚а сотсэрэ̆ (= сотса ярĕ). N. Мана вĕсем сотасшăн. || Наказывать (в игре) за неуменье разгадать загадку назначением жениха или невесты из среды неподходящих лиц. N. Тимĕр йыттăн сӳс хӳре. Туп, тупмасан сутатăп. Сана, Урине, Альляха парап; эсĕ, Хветĕр, Суккăр Кучăва ил. Хăшĕ: пĕлеп, тесе, сутасран хăтăлса юлать те, тупимасан, çаплах та сутаççĕ.

сутă

(-ды̆) или сут, торговля, продажа. Менча Ч. Сутта кайсан, сутă перекетне парăсăнччĕ. (Моленье). N. Вотă сотрăм, пошăт сотрăм, сĕлĕ сотти те турăм, çăнăх сотти те турăм, тата пыл и сохан соттн те турăм. ТХКА. Мăйăр сутти укçипе атте Шăхасан пасарĕнчен пĕр хĕрлĕ пăру, хура сысна чĕппи илсе килчĕ. Тет. Пĕр çын сутта кайнă, тет. Почем овес? тесе ыйтат, тет, кунтан вырăс.— Авăсман, хам алланă, Праски тиенĕ, тесе калат, тет, вырăса хирĕç. (Старая шутка). Бгтр. Пĕрре пĕр çын Шопашкара сотăпа кайнă, тет. Кан. Аш сутти тăвакан меçниксем. Ib. Шутласа пăхсан, кулач сутти пек тупăш паракан сутă çук та темелле. Яргуньк. Пĕрре эпĕ пичисемпе сутта кайрăмăр (продавать хлеб). N. Какай сутти тăваканскер. N. Хур сутти тăвать. Изамб. Т. Кĕркунне е вăрмана, е сутта каяççĕ. Янш.-Норв. † Хĕллехи кун сутта турттарма çуна турти кирлĕ хурама. Чăв. й. пур. 13. Кайса килсе хăй кил сутти укçине (деньги от продажн своего дома) пĕтĕмпех пĕтерчĕ. Альш. Çав кун пирĕн сутта тиемеллеччĕ; акă ман атте кĕлет уçрĕ те, шăналăка шыра пуçларĕ. Ib. Çав выльăх тирĕсен суттине (на вырученные от продажи кож) вĕсем эрех ĕçнĕ, тет.

савăр

сурок. Зап. ВНО. N. Сăвăр шăтăкĕнчен тухса ларать. Н. Седяк. Сăвăр питĕ макăрать, тет, çын тытсан; куççулĕсене шăлса макăрать, çавăнпа ăна: çынран пулнă, теççĕ. Собр. † Хамăр тăван килет асăнса, сăвăр тирĕ витĕнсе. Юрк. † Çӳлĕ тусем çинче сăвăр ларат, унăн йăви йывăç тĕпĕ çинче. Н. Карм. Сăвăр — сурок, живет на горах, свистит. Альш. Сăрт хĕрринче сăвăр шăтăкĕсем пур. Унта сăвăр нумай. Сăвăрсем сарăрах семлĕ (сарăрах тĕслĕ, желтоватого цвета), хурарах семли те пулать. Вĕсем уçăм çинче тăранса çӳреççĕ ерттеллипе. Пĕр иккĕшĕ ялан ту çинче çын килнине сыхласа лараççĕ. Сыхлаканнисем икĕ кайри урисем çине лараççĕ те, çын килнине курсанах: чрин! чрин! кăшкăраççĕ: таçтан аякран кураççĕ вĕсем çынна. Ку кăшкăрсанах, ыттисем шăтăкĕсем патнелле чупа-чупа пыраççĕ, пĕчĕкçĕрех йытă пек. Шăтăкĕ умне пыраççĕ те, лараççĕ пăхса кайри урисем çинче; çывăха пыра пуçласанах, сысна пек: кăрин! кăрин! туса, пупăл-пупăл тенĕ пек каласа кĕрсе каяççĕ. Тахçанччен тухмаççĕ пĕр кĕрсен. Шăтăкĕ вĕсен питĕ тарăна каять. Шалта вăл пӳлĕмлĕ-пӳлĕмлĕ пулат. Унтан-кунтаи тухмашкăн „тĕннисем“ пур, шăтăкĕсем. Вăл сăвăрсем акă ăçтан пулса кайнă, тет. Ĕлĕк пĕр пуппалан начарккарах чăвашăн анисем юнашар пулнă, тат. Акаççĕ, тет те, кĕсем, пупăн тырри начар пулат, тет, лешĕн тырри лайăх пулат, тет. Пуп кунăн тыррине хăй йышăнат, тет, хăй анине çук çынна парат, тет. Леш калат, тет: манăн ку мар, лешĕ манăн, тесе калат, тет. Хайхисем тавлаша-тавлаша сута каяççĕ, тет. Сутсем кĕсен анисене килсе пăхмалла, тет. Пуп хăйĕн пĕр ачипе пĕр хĕрне анасем çине ертсе каят, тет те, леш çук-çын ани çине нӳхреп пекки алтса, ку ачапа хĕрне çавăнта кӳртсе лартат, тет. Кунта килсе ыйтĕç, эсир вара: ку пупăн, леш çукăн, тесе ларăр, тесе калат, тет, ачисене. Хайхисене тăпра курăнмалла мар витсе хăварат, тет те, каят, тет, килне. Акă, нумай тăмаççĕ, тет, килеççĕ, тет, хай сутсем. Каяççĕ, тет, пурте кĕсем анасем патне. Çитеççĕ, тет те, аптăраççĕ, тет: ниçтан хăшĕ хăшийĕнне пĕлме çук, тет. Пуп калат, тет: атьăр, çĕртен хăйĕнчен ыйтар, тесе калат, тет. Ыйтаççĕ, тет, çĕртен: ку кам ани? тесе калаççĕ, тет. Çук-çын ани çинче: пупăн, пупăн, тесе калат, тет. Леш пупĕ ани çинче: çукăн, çукăн, тесе калат, тет. Çапла пуп çук-çын анине йышăнат, тет. Анчах уншăн унăн ачисем çын пулаймаççĕ, тет: сăвăр тăват, тет, вĕсене турă. Вĕсем хиртех пурăнмалла пулса юлаççĕ, тет, çапла. Сăвăрсем шăтăкне кĕрсе кайнă чухне, темĕнле: пупăн, пупăн, çукăн, çукăн, тенĕ пек каласа кĕрсе каяççĕ вĕсем.

сăмах

(сы̆мах, сŏмах), слово. Байгул. Пурне те пĕр сăмах хăвармасăрах вулаттăм. Букв. Пĕлмен — пĕр сăмах, пĕлтĕн — çĕр сăмах, теççĕ. Ib. Ут вĕçерĕнет — тыттарать, сăмах вĕçерĕнет — тыттармасть. Ib. Пысăк сăмах каличчен, пысăк чĕлĕ çăкăр тыт. Дик. леб. 43, Чĕлхӳ çинчен ĕçĕрĕннĕ чи малтанхи сăмахăвах пиччӳсен чĕрине хĕç пек витĕр касса тухĕ. Г. А. Отрыв. Тĕплĕнех ыйтса, сăмахран сăмахах (слово за словом) çырса пытăм. Регули 1094. Вăл сăмахсам çине пит çиленчĕ вăл. N. Кунти сăмаха çырма юрамасть. СТИК. Вăл сăмаха пĕр шухăшламасăр персе ярат (необдуманно, опреметчиво говорит). Ib. Сăмаха çăтать. Проглатывает слова. Сред. Юм. Сăмаха тӳр перет: 1) нераспространяется в разговоре, а говорит лаконически; 2) не разборчивый в словах: что придет в голову, то и скажет. КС. Сăмахпа кас, резать на словах. С. Айб. † Эпир тăванпа тăван калаçнă чух сăмах сайран сахăр тути пур. N. Куллен пĕр сăмах вĕренеттĕр калаçма (ребенок). Альш. Вăл кирек епле сăмахăн та майне тупат (знает, куда отнести слово). Ib. Сăмах илемне кӳрет. Красноречиво говорит. Ib. Каланă сăмахне суяна хăвармас. Он исполняет сказанное. N. Çак сăмахсемпе сыв пула тăрăр. (Из письма). Якейк. Сăмах куçа кĕмеçт, тĕтĕм куçа кĕрет. Ст. Чек. Сăмахран тухнă, унтан-кунтан мар. Синьял. † Вăта пурнери кĕмĕл çĕрĕ пурне вĕçне тăрса юлчĕ, чун савнипе пуплесси виç сăмах вĕçне тăрса юлчĕ. Ачач 510. Сăмах чĕлхе вĕçнех тухса тăнăччĕ. Çук. Пулаймарĕ вĕт. N. Çĕнĕ сăмахсем, неологизмы; ют чĕлхерен кĕнĕ сăмахсем, варваризмы. Кивелсе, тухса ӳкнĕ сăмахсем, архаизмы. N. Сăмах вĕçĕнчен (в конце концов) çапла калар N. Вырăс сăмахĕллĕ халап. N. Мĕн сăмаха килет? Что значит, как сказать по-другому? N. Хлеб тенĕ сăмах чăвашла мĕн сăмаха килет? Истор. Вĕсене сăмах уçса калама та паман (не давали вымолвить слово). N. Анчах ĕлĕк чăвашсем шкулĕсем çинчен сăмах та уçтарасшăн пулман (не давали раскрыть рта). Ачач 104. Курсассăн, пĕр сăмах та уçмĕ-ши мана? || Разговор, беседа. Чăв. й. пур. З2. Хăй калаçма, сăмаха пит ăста пулнă (говорить был мастер). N. Сăмахра хăйне йăваш тытатьчĕ. В разговоре был смирен. N. Вăл çын сăмахăн вĕçне-хĕрне пĕлмес (говорит необдуманно, не думая о последствиях). Орау. Кайăр, кайăр часрах, кунта пирĕн сăмах пĕтмĕ (здесь всего не переговорить, конца не будет). Шибач. Сăмах çавăрма пĕлимаçт. Ib. Сăмах çавăрса поплимаçт. Сред. Юм. Сăмаха пит ваклать, говорит много, со всеми подробностями. Ib. Сăмаха сĕрет анчах. Разговаривает бестолково. Ib. Сăмаха тытмастăн (каламалла мар сăмаха та çынна калакана калаççĕ). N. Сăмаха тытмас, пробалтывается. Ст. Чек. Сăмаха тытса пăхса калаç. Говори осторожно. Ib. Пирвай чăваш сăмах пуçламăшĕ — сывлăх çинчен пĕлет: сыв-и, аван-и? Якейк. Эп сăмах ваклакан çын-и-ке, сăмах ваклакан-çын сана тем те топса парĕ. ТХКА 25. Майпе, сăмах çаврăннă майĕпе кăна, мĕншĕн мана ятланине каласа памашкан шутлатăп эпĕ. Ск. и пред. чув. 60. Пăртак ларсассăн, сăмах майĕпе Янтрак мухмăр уçма эрех ыйтрĕ. N. Çавăн урлă сăмах майĕпе эсĕ çта, епле, мĕн ĕçлесе пурăннине ытса пĕлтĕм... N. Çынсем калаçнă чух, вĕсен сăмахне пӳлмен-и? Хора-к. Пирн арăм вониккĕ, воник çĕрĕн олахра, яшă ача хошшинче, пăшă-пăшă сăмахра. Чураль-к. Сăмахран полсан, эп çын айне йолаканни мар вара. Расск. Ку иккĕмĕш тарçи сăмахĕ çинех тата виççĕмĕш тарçи чупса та çитнĕ. КС. Сăмах çине килтĕн. Легок на помине. Сред. Юм. Тин сана тапратнăччĕ-ха, сăмах çинех пôлтăн. Яргуньк. Кам ман(а) хирĕç сăмах хушать? Кто со мною может поговорить (или: поговорит). Ст. Чек. Каяллах сăмах айне пулчĕ, хайхине парччĕ. Мы опять уклонились от главной темы разговора, дай-ка ту вещь, о которой шла речь. Юрк. Сăмах çукран сăмах туса, хайласа пĕр-пĕр ытти япаласем çинчен тапратса калаçа пуçлаççĕ. Ильм. Чипер пурăнăр, килти сăмаха яла кайса ан калăр, ялти сăмаха киле килсе ан калăр. (Из наставления новобрачным, произносимом родителями жениха). Яргейк. Ялти халап ялтах юлтăр, килти сăмаха яла ан кăлар, теççĕ (различие между словами „халап“ и „сăмах“). Ходите во свете. Акă сăмах çине килнĕ чух калам... N. Каласа хурас терĕм те пĕре (хотел задеть его на словах), сăмах айне пулса карĕ (или: пулчĕ т. е. не успел во время сказать), тепре тапратмарăм. Орау. Темскер каласшăнччĕ эп, сăмах айне пулса карĕ. || Пересуды, сплетня. С. Дув. Кĕтӳ хăван арăмсен мĕншĕн сăмах пĕтмест-ши? N. Лайăх утсем юртат — çулсем юлат, пирĕн савни каят — сăмах юлат. Ск. и пред. 8. Халăх шав-шавĕ пĕр вĕçлĕ, шав-шав сăмахĕ çĕр тĕслĕ. Т. VI. 47. Çын сăмах(ĕ) тăрăх ан кай. (Из моленья). Ала 72. † Ырă пике пек хĕрне сăмах хыççăн çухатрăн. (Плач невесты). Байгл. † Сăмах хыççăн çӳресе пуçăм шыва юхайрĕ. (То же). Ст. Шаймурз. † Тусăм! пире кăçал мĕн пулчĕ, хушăмăрта сăмах вылярĕ. || Слух, молва. N. Мĕн сăмах илтĕнет? Çĕнĕрен халапсам мĕн вулаççĕ? Орау. Вăл сăмах пĕтĕм яла сарăлнă. Распустили слух по всей деревне. || Бранное слово, брань. Якейк. Ялти сăмах пире тивет (нас бранят). Ib. † Пирĕн çони çонатлă, çитмен çĕре çитерет, илтмен сăмаха илттерет. С. Айб. † Тусăм, çын сăмахпе ан сивĕн, хамран сăмах илтсен тин сивĕн. Трхбл. † Çын сăмах(х') хыççăн кайса ан сивĕн, хамран сăмах-сăмах илтсен тин сивĕн. (Сăмах-сăмах — это двойное употребление [повторение] выражает упорное повторение чего-либо. Сăмах — неприветливое, враждебное слово). Изамб. Т. Пирĕн ялсем вĕсене сăмахпа пустараççĕ (аптăратаççĕ). N. Е сăмахĕ айне кĕнĕ пулсан. Пазух. Атăксенĕн хĕрĕсем пирĕн сăмах айĕнче. N. Атте мана савмарĕ, сăмахпала çӳретрĕ, анне мана пит саврĕ, пушмакпала çӳретрĕ. Сунчел. † Ăçта çӳресен те лайăх çӳре, сăмах ан ил, тăван, ху çине. N. Ху çын аллинчен пăхакан пулăн, сăмахсăр татăк çăкăр та çиеймĕн. Чăв. к. † Çичĕ ют килне кайсассăн, сăмах айĕнче пурăнатăп. (Хĕр йĕрри). Ib. † Аттепеле анне хушшинче пĕр сăмахсăр пӳме ӳстертĕм. Трхбл. † Çакă атте-анне килĕнче пĕр сăмахсăр пӳме ӳстертĕм. (Сăмахсăр ӳстертĕм — япала, т. ыт. те — означает чистоту, свободную от всяких неприятностей; сăмахлă, спорный, а более всего = ылханлă, кĕвĕçлĕ). Собр. † Çичĕ ютран сăмах килсессĕн, пирĕн хута кĕрес çыннăм çук. Сред. Юм. Сăмах айĕнче порнас полать çав. Приходится терпеть брань, ругань. АПП. † Манăн кăмăл пит çемçе, çичĕ ют сăмахне йăтас çук. || Упрек. Бюрганский. Эпир уншăн кӳршĕ-аршăсенчен темĕн чухлĕ сăмах та илтнĕ пуль та, çапах та тытăнмастăпăр (т. е. не принимаемся за чӳк). N. Сăмах тĕкет. Упрекает. Изамб. Т. Халех сан пирки сăмах илтсе вырт. Уже с столь младых лет ты навлекаешь на нас чужие покоры. N. Çын сăмахĕ айĕнчен кăларăп. || Ссора. Ст. Шаймурз. † Эпир савнисемпе пурăннă чух хушăмăртан сăмах тухминччĕ. || Речь. Кан. Сăмахсем тухса каларĕç. Туй. Кашни кĕмессерен мăн-кĕрӳ сăмах калать: вăл йăнăшас пулмаст, йăнăшсан, ăна пырса хăлхаран тăваççĕ. N. Вăл вăрăм сăмах каларĕ. || Уговор. N. Ку ĕç сăмах çинче тĕрĕс тăмалла пултăр, тесе, пригăвăр тăвас тенĕ. N. Унта вĕсем пуху мĕн шухăшланине çырас терĕç. Пуху хăй сăмахĕ çинче тăрать. || Совет, мнение. Юрк. Унăн сăмахне итлесе, хайхисем ачине ашшĕ патне илсе каяççĕ. N. Эсир аму каланă сăмахсене итлĕр. Кив.-Ял. Эсĕ ман сăмаха итле (слушайся). || Пожелание. Якейк. † Ыр (привольно) çияс та, ыр ĕçес, ыр сăмахсăр каяс мар (ятлаçмасăр-тумасăр). || Дело. N. Орăх сăмахпа килтĕм. Я пришел по другому делу. N. Мĕн сăмахпа (по какому делу) килтĕн тата, Симун? — Мĕн сăмаххи паллах. N. Мĕн тăван унпа? тет.— Сăмах пурччĕ, тетĕп. || Обещание. Ерех 21. Сăмаха каллĕ-маллĕ тума юрамасть (надо держаться данного обещания и пр.). || Заклинание, наговор. Магн. М. 154, 155. Ăшăтакан сăмах, приворотное заклинание; сивĕтекен сăмах, отворотное заклинание. || Загадка. Курм. Сăмах яр.

сăмахлакала

(-га-), учащ. ф. от сăмахла. ЧС. Çапла эпир çул çинче сăмахлакаласа тавăрăнтăмăр. || Браниться. КС. Вĕсем паян пĕр-пĕринпе сăмахлакаларĕç (= ятлаçкаларĕç), курăнать.

сăн

(сы̆н), внешний вид, облик, лицо, наружность; красивая внешность. Ал. цв. 45. Ун витĕр пăхсан, хĕрĕн сăнĕ ватăлмасть, хитреленсе, çамрăкланса пырать. Якейк. † Майра сăн пек пирн (= пирĕн) варлич, эпĕр тохса кайнă чох пăхса тăрса йолĕ-ши, выртса йăванса йолĕ-ши,? Ib. † Апи тунă сăнăмпа хĕрсем куçне йоримарăм, улпут куçне йорăп-ши. (Солд. п.). Ib. Кăмакая шораттăрç те, сăнĕ кĕч (= кĕчĕ), атту ним манер çокчĕ. ТЬ. Атă тăхăнч (= тăхăнчĕ) те, çын сăнĕ кĕч (= кĕчĕ). Ib. Молча кĕрсе шор кĕпе-йĕм тăхăнч те, çын сăнь кĕч. Ст. Шаймурз. † Сайра вăрман çинче юр тăмаст: шухăшлă чĕрере сăн тăмаст. Собр. Тĕлĕкре эрех ĕçсен, çын сăнĕ каят, теççĕ. Шибач. Сăн кĕрсе кайрĕ. Никитч. Митюк тата çын сăнне яриччен, ураран ӳкиччен, никăçан та ĕçмен. Микушк. Вăл çапах сăна хытарса (скрывая страх) кĕнĕ те, ик алса туль ылтăн тултарса тухнă. Суждение. Сăна ӳкерет (безобразит), куç-пуçа тĕксĕмлетет. (Ĕçкĕ). Макс. Чăв. К. I, 59. Пире мĕн кĕçĕнтен, ай, çын çинĕ, пирĕн сăн ӳкмесĕр, ай, мĕн тутăр? N. Сăн кĕре пуçланă, стал поправляться (лицом). Абаш. † Эпĕр ăшран колянни сăнтан пăхсан палăрмаçт. Капк. Эрех вырăнне краççин ĕçнĕ те, вилет вĕт... Этем сăнĕ те юлмарĕ. ЧП. Сутă сăнăм. N. Сăнне янă, потерял прежнюю красоту. Пшкрт. Сăнтан тохнă, стал некрасив, пал с лица; потерял облик человека (стал негодяем). Стал(а) старорбразным(ой). N. Вĕсемшĕн çамрăк чухне ватă сăн кĕресрен хуйхă. Юрк. † Пирĕн çамрăк пуçра сăнсем çук, сăнсем пулмасан та ăссем пур, калаçса йăпатма чĕлхем пур. Тим. † Пĕввĕр те пур, сăнăр та пур. Сала 206. † Пирĕн çамрăк пуçра мĕшĕн сăн çук? Кĕçĕнтен хуйхăпа та ӳснĕрен. Т. Григорьева. Сăна сĕтел çине хумалла мар, теççĕ. (Послов.). АПП. † Шур укçу çине ан пăх, аппа, сăнă юлĕ ун çине. N. Пуçăма çыхсан, сăнĕ каять (платок потеряет свою красоту). || Румянец. Тим. † Курнитсара çыру çырнă чух, хĕвел çути ӳкрĕ пит çине; çĕнĕ уйăхра тунă савнă тус, хĕрлĕ сăнĕ ӳкрĕ пит çине (на ее лице играет румянец). С. Айб. Хриттуна сăн кĕнĕ (появился румянец), тет. || Цвет. Эльбарус. Симĕс сăн çĕр çине ак хăçан ӳкет: йорсем кайса пĕтме пуçлаççĕ, çырмари çорхи шыв та выйсăрланса карĕ. Ib. Хальчен çĕр шап-шар йорпа витĕнсе выртнăскер, халь ĕнтĕ темĕн тĕрлĕ, анчах симĕс сăн ытларах, во порне те çĕнтерет. Кн. для чт. 144. Куккук ытла пĕчĕк кайăк мар. Унăн сăнĕ кăвак пулать. Кам. Враг. † Аккăш килет сассипе, кăвак чечек çуттипе, хĕрлĕ чечек сăннĕпе. Абаш. † Симĕс кĕпен сăн каять. Кайин, кайин, кайтăрах: пиççи вырăнĕ (место рубахи, где опоясывают поясом) йолатех. Собр. † Хусан арчи — сăрлă арча, илсе сăнне ямарăм. || Вид, образ. Ала 60. † Хам тăвансем аса та, ай, килнĕ чух сăнăсем пĕр ӳкрĕç те куç умне. Н. Якушк. † Ах, аннеçĕм, аннеçĕм, мăшăр витре илсе шыва ан, шыв çине ман сăнăма пăх, шыв çинче манăн сăн пулмасан, эпĕ çуккине çавăнтан пĕл. Турх. Çамрăк сăнĕпеле çамрăк ӳсет, çамрăк ĕмĕрĕ иртет те, сăнĕ ӳкет. Якейк. Пиçнĕ çырла сăнĕ пор (у красавицы). N. Вăл Настяна сăнĕпе кĕлеткине тăвас тесех тунă та, ăсне кĕртсе çитериман. В. С. Разум. КЧП. Çакă çыннăн сăнĕ пур та, ăсĕ çук. У этого человека красота есть, да ума нет. N. Ман килти сăн йохса тохрĕ. Регули 982. Ним сăн те (ним ĕç те) çок. || Изображение. Синерь. Вĕсем хĕрлĕ тăн шăтăкне кайнă та, вăсем тăнтан ача сăнĕ тунă та, унăн куçне тăхлан кĕртсе лартнă. || Портрет. А. Турх. В. С. Разум. КЧП. Коридорта Луначарскипе Якăвлĕв сăнне (нельзя: сăнĕсене) çакрăмăр. Н. Сунор. Ман пата хăн (= хăвăн) сăна ӳкерсе яр. N. Çакă сăнăма асăнмалăх патăм савнă тусăма. N. Хам сăна ӳкерттерсе яр, тенĕччĕ. Сан сăмаха итлесе, пĕр тенкĕ парса ӳкерттертĕм. || Сходство. Регули 1389. Пăластăк ашшĕ сăнĕ пор. || Отражение. Янтик. Сирĕн урай пит таса-çке: сăн курнать саçим (зеркалит, т. е. отражает предметы, как в зеркале). Ачач. Хĕвел пĕрре тĕксĕм çутă пĕлĕт татăкĕ айне кĕрет те, пĕлĕт татăкне хура сăн çапать. Çутт. 157. Уйăх та тухрĕ те, хăй сăнĕпе шывра выльляма пуçларĕ, N. Эсир: шур хут сăнĕ çапнă, тетĕр (т. е. побледнел от сидения над книгами); ăна шур хут сăнĕ мар, вăл пирĕн ачасене епле те пулин вĕрентес тесе тăрăшнин сăнĕ çапнă, теççĕ. N. Вара вăйлă халăхăн культурĕн сăнĕ вĕсем çине ӳкет, вĕсене хăш чухне витĕрех çапса тухать. Шурăм-п. Ача, урай çинче те, тата урай пит çутă пирки аялта урайĕнче ларакан пукансенчен, сĕтелсенчен сăн ӳкет. Ib. Ман каллах ун патне шалти пӳлĕме кĕрсе, сăн курăнакан пукансем çине ларса курасси пулмарĕ. || Зеркало. В. Олг. || Маска. Çеçмер. Хăш чохне ачасам аташса çӳресе çорçĕр те иртсе каять. Хăшĕ тата сăн тăхăнаççĕ. Сăнсем полаççĕ качака евĕрлĕ, вăрăм коккăр мăйракаллă, çăмламас.

сăпă

(сы̆бы̆), скромный, сдержанный; жеманный. ТММ. Сăпă хĕр (желанная) çиме лармаст, тет, ларсан — шăммине те хăвармаст, тет. Хурамал. Сăпă хĕр сухан çимен, тет, çие пуçласан — хуппине хăварман, тет. Ib. Сăпă çын — çынна лайăх пек курăнасшăн çӳрекен çын. N. † Сăпă хĕр сухан çимест, курсан — хуппине хăвармасть; сăпă хĕр вăйя тухмаст, тухсан — кĕре пĕлмест. СПВВ. ЕС. Сăпă — пит йăваш, ăслă, ĕçчен, лайăх çын. СПВВ. ТМ. Сăпă тесе чипер таса тумланса йăваш çӳрекен çынна калаççĕ. Сред. Юм. Сăпă — кто мало ест. Ib. Пит сăпă çын ô, вôçех çиеймест (нет аппетита). Ib. Кô çын пит сăпă, воçах апат çиеймес. (Сăпă тесе апат нăмай çиеймен çынна калаççĕ). Альш. Хĕрсем вĕсем пит сăпă пулаççĕ (бывают сдержанные): çын калаçнă чух нимĕн чĕнмесĕр лараççĕ Тюрл. Выльăх сăпă, этем сăпă. (мало ест, малоедка). VS. Сăпă, воздержанный (çын). Ib. Сăпă пурăнас. Баран. 5. Хуçа хĕрĕ сарă хĕр, сăпă сăмах каласа, пыллă сăра ĕçтерет.

сăпка

(сы̆пка), зыбка. Изамб. Т. Сăпкара ача сиктереççĕ. СПВВ. ЕХ. Сăпка — чĕчĕ ачине вырттармалли вырăн. О сохр. здор. Вĕсем (чуваши), ачасене сиктермешкĕн, е хупран авса, е тăват йывăç çумне пир çĕлесе, сăпкасем тăваççĕ. Юрк. Сăпка таврашĕ: сăпка, пĕкече, сиктĕрме, сиктĕрме унки, сăпка çакки, сиктĕрме кантăри, сăпка çитти (витнине калаççĕ). Ib. Пушă сăпкана сулласан, ачи йĕрекен пулат. Б. 13. Ватта туя кирлĕ, пĕчĕкçĕ ачана сăпка кирлĕ. Альш. Сăпка çумне усал пырса ан вăрăнтăр тесе, тимĕр çакаççĕ. Тюрл. Сăпка çакакан ункине те сăпка тимри теççĕ. Н. Карм. † Атте-анне çурчĕ — ылтăн сăпка, хăш ачине савать, çав тытĕ. Альш. † Пиччепеле инкене чуптутарма килтĕмĕр; сăпка тулли ачине çывăрттарма килтĕмĕр. Ib. Сăпкари ача, малый ребенок, дитя. Юрк. † Хуп касрăм, сăпка турăм Тарье хĕрне сиктерме; сăпки сиксен, ачи утсан, хамах пырăп килелле. Кн. для чт. I, 3. Хурама хупĕ сăпкийĕ, уртăш йывăç пĕкечи (scr. пĕкĕчи), пилеш йывăç сиктĕрми, ӳлма йывăç çеклийĕ, çăка йывăç пăявĕ, пилĕк пирĕ пикелчи (с афф. З л., пеленка), улттă пирĕ кипкийĕ, çиччĕ пирĕ çи витти, саккăр пирĕ шăналăкĕ, тăххăр пирĕ кĕпийĕ. Чертаг. Виçĕ çăка пĕр çĕрте, варринчи çăкана касса илеççĕ те, хуппине ӳкерсе сăпка тăваççĕ: ача пôрнат, тесе калаççĕ, онпа. См. шăнаш.

сăптăр

(сы̆пты̆р), шаркать, провести рукой по поверхности чего-либо в одном направлении. В. Олг., Городище. Кан. Сылтăм аллипе ĕнсине сăптăрса илчĕ. || Разглаживать. Хорачка. См. тăла тĕртни. Пазух. Кăвак кăна сăхман, ай, сăптăрми, сăптăрсан та лайăх, ай, шуралмĕ-и? || Рвать при помощи пальцев, вкладывая в пальцы; содрать горстью, напр., кисти черёмухи, калины, овес, оставляя ягодки или зерна в горсти, пропуская стержни сквозь пальцы. Б. Крышки. П. Яндоуши. Çĕмĕрте, хурлăхана сăптăрса татаççĕ. Шибач. Пшкрт. Хăмлая спас çитсен сăптăраччă. ЧП. † Хура сăкман, йăс тумме, сăптăрса та татăлмасть. || Загребать рукою, загребастать сложенное на поверхность сыпучее тело. Б. Карачк. || Ударить, бить кулаком. Юрк. Çав вăхăтра тӳпелешекеннисенчен пĕри кăна, çапма ирĕк памантан, çиллипе, пит хытă сăптăрса ярса, кунăн пуçне шăтарса пăрахать. Трхбл. Сăптăр — ударить кулаком, большею частью, по уху, по лицу, по голове. N. Сăптăрса ячĕ, ударил кулаком по уху, или по лицу, или по голове. || Ударить каким-либо орудием. Юрк. Сăптăрса ил, ударить (напр., нагайкой). Халапсем 5. Пырсан-пырсан, тата çапла чăпăрккипе (кнутом) шартлаттарса сăптăрсан, ишекĕ (= ашакĕ, осел) каллех çапла шартлаттарса ĕçерсе ярать (звонко испускает ветры). Ib. 34. Хĕçĕпе (мечом) сăптăрать те, хĕç вĕçĕ, сентĕре каштине тивсе, çĕмĕрлсе каять. Альш. Ку ача: валей, тукмакăм (колотушка), тет. Тукмакĕ уратнике ватма тытăнчĕ: ахаль парат, тет. Клавине пыра-пыра сăптăрса ӳкерет, тет. Ст. Чек. Сăптăрса илес = 1) пушăпа çапса илес, 2) çупкăн сăптăр. || Дать пощечину. Халлапсем 11. Хай манăн хăлхамсем, сăптăрса ямассерен: ян! ян! шав! шав! туса каяççĕ. || Захватить. Хурамал. Сахал панипе кăмăлĕ тулман-ха (недоволен), мĕн пур панине те сăптăрса туртса илем-ха (совсем). Юрк. Кам сăптăрнă пулĕ? || Стирать. Шигали-Шăваç. Çырнине сăптăрса пăрах. Сотри написанное (напр., на доске мелом). || В перен. см. Кан. Ну, кун пирки самокритикăра хăшне-пĕрне аванах сăптăрмалла (надо продернуть). Ib. Ирĕн-каçăн сăмакун пĕçерсе укçа сăптăрса пухнипе пасартан пасара чупса тырăпа сутă туни. Изамб. Т. Эпир паян пĕр ана ыраш сăптăрса тухрăмăр (сжали весь загон). || „Дуть во всю“. Сам. 81. Сăптăраççĕ халлапне. Трхбл. Тутар юрра сăптăрат кăна капан çинче. N. Вĕсем пуçтарăнса ларнă та, юрра сăптăраççĕ кăна.

сара

(сы̆рă), пиво. Хурамал. Тĕлĕкре сăра ĕçсен, йĕпе пулать, тет. Сред. Юм. Тĕлĕкре сăра кôрсан, çăмăр полать, тет; кĕмĕл окçа корсан — сиввĕ полать, тет; какай корсан — выльăх вилет, тет. Панклеи. Чӳклес омĕн пĕтĕм халăха çитеслĕх сăра туса хатĕрланă. N. Сăра сакки сарлака, тет. (Послов.). Трхбл. Сăра кучĕ сарлака. (Поговорка). Пазух. Тăванпала тăван калаçаççĕ, йӳçĕ сăрана тутлă тăвасшăн. Вишн. 75. Сăра çапах эрехрен авантарах, вăл çынна выçăхтармасть, ăна ĕçсен, сайра-хутра хытă ӳсĕрлетĕн. М. Васильев. Онта сăра лартаç, пашалу, хоплу пĕçереç. Аттик. Вĕсем çимĕке темĕскерле кĕтсе илнĕ пек, сăрасем лартса, эрехсем илсе хатĕрлесе, тĕрлĕ çимĕçсем пĕçерсе, савăнса кĕтсе илеççĕ. Ib. Чăвашсĕн авалхи йăла пур: сăра пички пуçламассейрен, малтан пĕр çын ĕçеччĕн, кĕлтăваççĕ. Орау. Качча кайнă хĕр туйĕнчен кайран ашшĕ-амăш патне сăрапа пырать. Сăрапа кайнă чухне тĕл пулакан çынна пичке анинчен (= çăварĕнчен) çĕрпе (цевкой) сăра ĕçтереççĕ. Ĕçекенни вара: тур пач сăрана, туртрăм лайăх, тит кайран. Альш. Вăл (она) вара, сăрапа кайсан, укçа пуçтарат вĕсен (у них). N. Туйсам патнелле сăра тумалла пуль те-ха... Халĕ пурнăпăр-ха пуккаль. Актай. Унтан кайран Бура-Бĕрхĕ авланчĕ, тет. Авлансан, кусем сăрапа кайрĕç, тет. Н. Карм. Урпа сăри, ячменное пиво. Сĕт-к. Квакал сăмси лапрара, пирĕн тота сăрара. N. Пĕр витре сăра ăсса тохам-ха. N. Вăл йĕтес сăрине ĕçимарăмăр. N. Сăри сăра иккенне пĕлнĕ пулсан, арăмма илсе килнĕ пулăттăм, тулккĕ арăмма илсе килмерĕм, пĕччен килтĕм. (Шутка). || Пирушка. Янтик. † Хĕрсем çырлара, эпир сăрара. N. † Сарă инке сăрара (в гостях), çырă инке çырлара, хура инке хуранта, лутра инке луткара. БАБ. Кĕркунне пĕрре, кĕрхи сăрара, пирĕн пата ăратнесемпе пĕрле çак тукатмăш-карчăк та пырса ларнă. Курм. Кантăр сăри, выльăх сăри, пирушка. Ib. Çĕн-çын каять сăрапа, поса сăрипа каять, кантăр татнă чохне кантăр сăрипа.

ял сăри

назв. обряда в честь нового урожая. НАК. Вĕсем тата, çĕнĕ тырă-пулă çие пуçласассăн, пĕтĕм ялпала пĕрле, çĕнĕ тырă пăттипе кĕлтăваççĕ. Çапла пĕтĕм ялпала пĕрле тунă йăлана „ял сăри“ теççĕ. Çав ял сăрине яланах кĕркунне, авăнсем илсе (çапса) пĕтерсессĕн, юпа уйăхĕнче тăваççĕ.

сăрка

(сы̆рга), назв. женского украшения. Зап. ВНО. Срв. ама. N. Сăрка, женский наряд на груди из серебряных монет. Изамб. Т. Сăркана каçан çине (çурăм çине) тухья çумне çакаççĕ, ăна шăрçаран тăваççĕ. СПВВ. КМ. Сăрка = алка. Ib. Сăрка — хушпу таврашĕ? антăрлăх? Ib. † Сăрки ылттăн, хушпувĕ кĕмĕл, пирĕн аппа пуçĕнче килĕшет. Альш. † Кĕмĕлех те хушпу, ылттăн сăрка: ялтăрат-çке пирĕн аппа пуçĕнче. Ib. Умăм тулли сăркам пур. Пазух. Хушпă-вĕсем кĕмĕл, сăрки ылттăн, шĕлтĕртетет аппа пуçĕнче. Янш.-Норв. Икĕ лапка сăрка. КС. Пӳрт çумне сăрка çакрăм. (Сăрка женщины носят на шее). || Усы у огурцов. Изамб. Т.

сăхă

(сы̆hы̆, сŏhŏ), жадный. КС. Батыр. Сăхă хĕр (искажение вм. сăпă) сухан çимен, тет; çисен, çулçине те хăварман, тет. Çĕнтерчĕ 17. Сăхă йăтта — вĕри пашалу, тенĕ. N. Вĕсен пичĕ-куçĕсем ӳсĕр çӳрекен çыннăнни пек усал, сăхă çыннăнни пек илемсĕр. || Орау. Сăхха печĕç ĕнтĕ вĕсем. Они стали жить хорошо (богато). КС. Сăхха перетĕр эсĕр. Вы здорово подвигаетесь, ведете свою линию.

сĕв

сдирать. N. Сарай çине яр ярас пулат çил сĕвсе каясран. N. Чи малтан вĕсем çиелти çереме З аршăн сарлакĕш сĕвсе илсе канав хĕрри пулас çĕре купаласа пычĕç. См. сӳ. || Переносно. Шел. 20. Шăпчăк юрри евĕрлĕ юррисене сĕветчĕç.

сĕк

(сэ̆к), бодать, пырять. Ау 202°. Упана хырăмĕнчен сĕкрĕ, тет. N. Вăл пуçĕпе те сĕкнĕ, кучĕпе (те) сĕкнĕ (баран). Рак. Ĕне сĕкет. Корова пыряет. Бюрг. Çӳл ту çинче çуртăм пур, унта хура качакам пур, вăл та пулин арăма сĕксе вĕлерчĕ. Шихаз. Хай сурăх пĕр эрне пурăнчи, ик эрне пурăнчи, качака çĕксе хырăмне шăтарса пăрахнă та, сурăх вилнĕ кайнă. N. Вĕсем сурăхсем пулнă та (играли в овцы), пĕр-пĕрне çамкапа сĕкме тытăннă. N. Сурăха ĕне сĕкнĕ те хырăмне шăтарнă.

сĕмĕлле

то же, что пĕсмĕлле. КАЯ. Сĕмĕлле, çырлах пит-тури кĕлĕ. См. тĕк-çӳç. НАК. Эй, сĕмĕле, çырлах [вĕсем ăна киреметсен ашшĕ (так!) теççĕ, çавăнпа ăна малтан асăнаççĕ], сана асăнатпăр, сана витĕнетпĕр, сана пуççапатпăр, çырлах! (Чӳк).

сĕр

(сăр), мазать, замазать. Çутт. 29. Аппа çав эмеле сĕрсе кĕçĕрен аран-аран тасалчĕ. Ау 21. Унтан килтĕм-килтĕм те, чипер аппан тути çурăлнăччĕ те, ăна çăва сĕрсе хăвартăм. N. Эс ман çурăма сĕрсе яр-ха. Сред. Юм. Орапа сĕр, мазать телегу дегтем. ЧС Манăн алла анне пиçнĕ хăмлапа та çыхатьчĕ, тата эрехпе те сĕретчĕ те, çапах та час тӳрленмерĕ. Орау. Чӳречесене сĕрсе лартнă, уçас мар. Ib. Путылккана питĕрсе сĕрсех хунă (замазали). N. Шур çуçлĕ пулаччен пурăнччăр тесе парнипе тутисене сĕреççĕ. || Гдадить. Собр. Лаша çине çĕрĕ тăхăннă алăпа сĕрсен, лаша мăнтăр пулат, теççĕ. Шурăм-п. Пусма картлашки çине выртрĕ, тет те, хырăм сĕрме (сĕтĕрме) тапратрĕ, тет. Хастарлăх 38. Сĕрсе утни — кивелчĕ вăл. || Тереть (mortuum in Iavando). Юрк. Алă тупанĕпе сĕрмеççĕ, тепĕр енĕпе сĕреççĕ. || Шăркать (о спичке). Хурамал. Шăрпăка сĕрсе тивретеççĕ (зажигают). Орау. Сĕрмелли, спичка (иносказательно). Тюрл. Вăсем вутне шăрпăкпа чĕртмеççĕ, икĕ пулинкене сĕрсе чĕртеççĕ. || Пилить. Ала 56. Çак кĕлтунă вăхăтра темĕскер кĕмсĕртетнĕ сасă илтĕнчĕ, унччен те пулмарĕ, темĕскер пăчăкăла сĕре пуçларĕç, вĕсем сĕрсен-сĕрсен, тинех пĕлтĕм вĕсем эпĕ тăракан йăвăçа сĕрнине. Çурри йăвăçа сĕрсе çитсен тепĕр еннен сĕре пуçларăçĕ, çак вăхăтра манăн чунăм пĕтĕмпех чĕрне вĕçне çитрĕ. || Резать. Альш. Çĕççи мука пулат, тет те, сĕреççĕ, тет, сĕреççĕ, тет, çеççи сĕрмес, тет. || Ударить, стегать. Орау. Сĕр пĕре пушупа. Ib. Лешне пĕрре пушипе сĕрсе ячĕ (вытянул). Ст. Чек. Сĕрсе илнĕ, стегнул (кнутом). || Мыть. С. Тим. † Урай хăмисем сарă мар, пусса сĕрекен эпир мар. N. Сакă сĕрмелли. || Петь песни. Орау. Сĕрет юрра! Поет и поет (хорошим мотивом; задушевно). || Чистить. N. Хамăр ялăн хĕрĕсем, сĕрсе çакнă укçа пек, ялтăртатса çӳреççĕ. | Мямлить. КС. Сĕрсе калаçать, мямлит. || „Устроить“ (иронически; т. е. напортить). Сред. Юм. Сĕрет ĕнтĕ ô. Но он уже это сделает (с иронией, о человеке, не могущем сделать). Ib. Маçтăрсем тăвайманнине эс туса сĕрен ĕнтĕ ôна (с иронней). Мастера не могли сделать, а уже где тебе. || Дать взятку, „подмазать“. || Наговорить на кого, нашептать, наябедничать.

сĕрем

то же, что сĕрен. Макка 227. Мункунăн юлашки кунĕ ялти ачапчасем вăрмана кайса çамрăк çăка касса килеççĕ. Вырсарникун ирхине авланман ачасем пĕр пӳрте пуçтарăнаççĕ. Унта вара вĕсем пĕр тилкепе илсе кĕреççĕ те, шăпа тытаççĕ. Чăн çиялти юналтлă пукальник пулать, ун айĕнчи çăмарта пуçтаракан пулать, виççĕмĕшĕ — ачасене сĕрем кăшкăртакан пулать. Çавăнтисем сĕрем пуçласан, пукалник лаша утланса килет. Пукальник лаша утланса килсен, сĕрем пуçлакан çынсем хуçи панчен тухса каяççĕ. Вĕсем мал енелле каяççĕ те пĕр çăмарта çапса çĕмĕрсе хăвараççĕ. Унтан тавăрăннă чухне ак çак кĕве юрласа килеççĕ: „Тăхăр тиртен кĕрĕк эп çĕлерĕм, тăхăрвунă пĕрме пĕртертĕм. Атула йĕкĕтем перхулла! Тăхăрвунă пĕрме час саланмĕ, ăрăскаллă пуççăм хур пулмĕ. Атула йĕкĕтем перхулла!“ Тепĕр çĕре кĕрсен каллах пукальник сăра ĕçет: сĕрем кăшкăр! теççĕ. Ачисем кăшкăрса яраççĕ. Ирхи куна каçченех çӳреççĕ. Унта пĕр касă анчах юлсан ут кустарма каяççĕ. Унта хăш лаши малтан килет, ăна пĕр лайăх сĕлкĕ (полотенце) параççĕ. Ун хыçĕнчине начартараххи, виççĕмĕшне пĕр япала та çук. Унтан вара çынсене чупма яраççĕ, чăн малтан килекене пĕр пĕчĕкçĕ тутăр параççĕ. Унтан вара ут кустарса кĕреççĕ те, пăртак килĕрен киле кĕркелесе çӳреççĕ те, унтан вара сĕрем ирттерме каяççĕ. Сĕрем ирттернĕ чухне пĕтĕм çынна çăмарта, чăкăт валеçсе çӳреççĕ. Юлашкинчен пăшал çапса хăвараççĕ. Вăл пăшала пыйтăпа çапаççĕ. Вутне сӳнтерсе хăвараççĕ те, ахаль юрă юрласа тавăрăнаççĕ. Çапла вара сĕреме ирттерсе тавăрăнаççĕ. Ib. Сĕреме мункун юлашки кунĕ тăваççĕ. N. Пилĕкмĕш кун (на 5-й день языческой пасхи) сĕрем тăваççĕ.

сĕрен

назв. обряда изгнания из жилищ душ умирающих. Н. Седяк. Кĕçнерникун каçпа ачасем „сĕрен тăваççĕ“. Ăна ак çапла тăваççĕ. Пухăнаççĕ çамрăкрах ачасем, пĕр-пĕрин хушшинчен начальниксем хурса пĕтереççĕ: пĕрне старшина тăваççĕ, голова тăваççĕ, староста тăваççĕ, казначей тăваççĕ, возовой тăваççĕ, музыканщик тăваççĕ, йăвăçран шатăрмак тăваççĕ, шатăртаттарса çӳреме. Унтан вара вĕсем хулăсем илсе килĕрен çӳреççĕ, çăкăр, çăмарта, укçа пуçтарса. Килсе кĕрсенех: сĕрен! тесе ушкăнĕпе кăшкăраççĕ, тата хулллисемпе: чир-чĕр кайтăр, тесе çапаççĕ. Купăс калаççĕ; шатăрмакпа шатăртаттараççĕ, ташлаççĕ. Хуллисем вĕсен пилеш йăвăççи пулать. Çак ачасем çĕрле çӳреççĕ. Пĕр-пĕр килле килсе кĕрсен, вĕсем хăйсем сăра ăсаççĕ, хăйă хăйсем çутаççĕ, сăрине те хăйсемех ĕçтереççĕ. Хуçасем голова’сем умĕнче, старшина умĕнче тĕк çех тăраççĕ ура çинче. Сăра ĕçкелесен, ташласан, вĕсене хуçасем параççĕ: укçа казначей’е, çăкăрне возовой’а, çăмартисене çăмарта пухакана параççĕ; вара хуçасене пуççапса тухса тепĕр киле каяççĕ. Пурин патне те çӳресен, вĕсем ялăн анат вĕçне тухса, çăмартисене пĕçерсе чӳклеççĕ те çиеççĕ. Укçисене валеçсе илеççĕ. Хăйсем вут урлă каçаççĕ, шатăрмакĕсене те çунтараççĕ. Ялта çăмарта, çăкăр, укçа пухса çӳренĕ чух тутара курсан, хуллисемпе голова'па старшина хушнă тăрăх хĕнеççĕ. Тутарсенчен укçа ыйтаççĕ; укçи пулмасан, тӳпеттейне илеççĕ. Сĕрене çапла тăваççĕ. ЧС. Пирĕн таврара пур чăваш ялĕнче те авалхи йăлапа сĕрен тăваççĕ. Ăна чир-чăр тасалтăр тесе тăваççĕ. Сĕрен эрне тенĕ чухах, сăрасем туса, пурне те хатĕрлесе, сĕрен кунĕ ĕçĕпĕр-çийĕпĕр тесе, хавасланса кĕтсе тăраççĕ. Ib. Тата ачасем сĕренте, кăшт катса çӳреме тесе, майăрсем, хĕвел-çавăрнăшсем, хура-мăйракасем, канфетсем илеççĕ. Сред. Юм. Сĕрен тесе мункун чухне килĕрен килле патаксĕмпе çапса çимĕçсĕм пуçтарса çӳренине калаççĕ. Етрух. Чăваш хушшинче епле сĕрен пуху пулни. Сĕрен пуху пулнă мункун эрнинче, е кĕçкерникун, е шăматкунсенче; тунă уна акă çапла: çамрăк авланман ачасем питĕ нумай пухăнаççĕ. У ушкăн çинче пĕри пĕр çĕклем хулă çĕклесе çӳрет, ытти ачасенче те пĕрер хулă чăвăклаттарса çӳреççĕ юрăпа. Чи малтан пуçланă чухне пур ачасем те уя тухса вут питĕ выйлă хураççĕ: вутти урлă пур ачасем те сике-сике каçаççĕ, урлă та пирлĕ, вара сĕрене шатăртаттараççĕ, юрласа; унта вара яла тавăрнаççĕ те, килĕрен юрласа шатăртаттарса сĕрене çӳреççĕ. Пĕри унта такмакпа çăмарта пуçтарса çӳрет. Юрри усен (вĕсен) акă çапла: „Пире сăра памасан, пички пăкки хуçăлтăр, пире чăкăт памасан, ĕне сĕтне типĕттĕр, пире çăмарта памасан, чăххи, кучĕ питĕрĕнтĕр!“ теççĕ. Хуллипе чăвăклаттараççĕ, сĕренĕпе, шатăртаттараççе: çапла хапхаран килсейрен кĕрсен юрлаççĕ; кăшин хулли хуçăлсан, у (вăл) тата çĕнĕрен хулă çĕклесе çӳрекенрен илет, вара кил хуçи кил карти варне сĕтелне усем пырас уммĕн хатĕрлесе лартать, унта пĕр витре сăра лартать, виçĕ çăмарта хурать, чăкăтне те, кулачĕне те хурать, пырса кĕрсен сăрине унтах ĕçсе яраççĕ, çăмартине, чăкăтне, кулачне сĕрен пуçĕ такмакне чикет, вара каллех чăвăклаттарса сĕрене шатăртаттарса килĕрен киле çӳреççĕ. Çӳресе пĕтерсен, каллех вут хĕрне тухаççĕ, çĕрле унта вара такмакран сĕрен пуç çăмартасене, чăкăтсене, кулачсен — пурне те пĕр пек валеçсе парать ачисене, унта çисе пĕтерейменнине ывăтса пĕтереççĕ: киремете çитер куна, тесе, киле илсе таврăнмаççĕ. Унтан вара хуллисене вут хĕрне пăрахса хăвараççĕ. Сĕрене ӳлĕм валли пуçтарса хураççĕ. Ялта ачасем пĕр-пĕрин патне хăнана çӳреççĕ савăннипе вара кайран. Çапла чăвашсем киремете хисеплесе савăнаççĕ. Нюш-к. Сĕрен — назв. обряда, который заключается в следующем: на пасхе вечером парни ходят по деревне и под окнами поют: просят яиц и пр. Если не дадут ватрушек и пирогов, то говорят: пусть печь обвалится; если не дадут яиц, то говорят: пусть куры не несутся. Максимкино. Сĕрен бывает в субботу на пасхальной неделе. „Сĕрен каласа çӳреççĕ“. Сĕрен будто бы трещотка, которая трещит: „чăр-чар“. СПВВ. Сĕрен или вирĕм, особое игрище. N. Кашни ял чӳк тума тапратиччен чăн малтан сĕрен тунă (как бы начало всех жертвоприношений). Ст. Яха-к. Унтан вара пĕтĕм сĕренте çӳренĕ халăх уя, ял тулашне, сĕрен пăрахма каяççĕ. ЧС. Мункун эрне тенĕ чух ачасем ашшĕсене атăсем илтереççĕ, сĕрен хăваланă чух ташлама тесе. Ib. Сĕрен пур ялăн та пĕр вăхăтрă килмес: хăш ялта мункунта тăваççĕ, хăш ялта акана тухас умĕн тăваççĕ, хăш ялта çимĕкре тăваççĕ, тата хăш ялта аслă уй-чӳкре тăваççĕ. Н. Ильм. Мункун иртсен тепĕр кунне тунтикун прик-виç ача пĕр çĕре пухăнаççĕ те сĕрен тăваççĕ. Унта ытти ачасем пухăнаççĕ. Вĕсем вара касă тăрăх çăмарта пухма каяççĕ. Çӳресен-çӳресен, пĕр-пĕр пӳрте кĕрсе пĕр-пĕрне чир-чĕр кайтăр тесе çапаççĕ... Унтан вара масар çине кайса сĕренне çĕмĕреççĕ те, вилнисене хываççĕ. Янш.-Норв. Пирĕн ялсем тата уй-чукĕ тунă каçах (в день уй-чук’а) сĕрен тăваççĕ. Вĕсем çав сĕрен тунипе: ялти усал-тĕселсене хуса кăларатпăр, теççĕ. Альш. Ача-пăчасем, çамрăксем, пĕрин патĕнче пăтă пĕçереççĕ, Чӳклеççĕ. Каçпа сĕрен хăвалаççĕ. Пурте патаксем, шăпăрсем, çавасем илеççĕ, тет. Шăк-шăк, шăн-шăн! пурин çуртне урам тăрăх шаккаса тухаççĕ, пĕр чăхха хире хăвараççĕ. ППТ. Пирĕн таврара чăваш ялĕсем кашни çул сĕрен тăваççĕ. Çав сĕрене вăсем кашни ял тĕрлĕ вăхăтра тăваççĕ: хăшĕ Питравра уй-чӳкĕнче тăваççĕ, хăшĕ çимĕкре, анчах мĕшĕн апла тунине пĕлместĕп. Пирĕн ялăн хамăрăн мункунта тăваççĕ. Ib. Мункун ернинче ытларикун ачасем тăрсассăн ирех апат тăваççĕ те сĕрен хăвалама хатĕрлеççĕ. М.-Яуши. Чăвашсем тата сĕрен тăваççĕ. Вăл сĕрен мункун ыран пулать тенĕ чух тапранать. Вара шăматкун ир пĕр çын патне пухăнать. Унта вара ват çынсем пуçтарнаççĕ. Вара унта ваттисем тĕрлĕрен ĕçлĕ çын уйăраççĕ: касак, улпут, касначчей. Тата унта ачасем те пуçтарнаççĕ, темĕн чул нуммай. Вара касакĕ ачасенчен ыйтать: сирĕн хăнкăла йĕнни пур-и? Ачасем пурте шанкăран хăнкăла йĕнни туса пыраççĕ çав пӳрте. Ĕçлĕ çынсем ачасенчен ыйтаççĕ: хăнкăла пур-и йĕннисенче? теççĕ. Ачасем хăнкăласем чикеççĕ, йĕннисем çине кăтартаççĕ. Çав вăхăтра ваттисем сĕтел хушшинче лараççĕ сăра ĕçсе. Унтан виç çавра юр юрлаççĕ. Тата ваттисем ачасене вăт çапла кăшкăрма хушаççĕ: сĕрен. Тата тепре: хăнкăла! тесе кăшкăраççĕ. Хăнкăлана хăнкăла çиять, таракана таракан çиять, теççĕ ачисем. Унта шăпăр калаççĕ, ташлаççĕ. Касакăн аллинче улăмран тунă нухайка пур, çав нухайкапа кил хуçисене виçшер çапать, уна вăл, чир-чĕр кайтăр тесе, çапать. Унтан ачисем пурте ӳксе пуççапаççĕ кил хуçине: каçар, тесе. Ачисем вара кашни пӳртрен çу, сĕт, çăмарта, кĕрпе пуçтарса çӳреççĕ, ваттисем хушнă тăрăх яльпех çапла çӳресе пĕтереççĕ. Ваттисем кашни пӳртре сĕтел хушшинче лараççĕ. Ун чух вара вĕсен сăнĕсем вилнĕ çын сăнĕ пек пулать, куçĕсем хĕп-хĕрлĕ пулса каяççĕ. Вара çав каçах ял тулашĕнчи çырмана кайса пуçтарнă кĕрпепе пăтă пĕçерсе çияççĕ пурте. N. Малтан сĕрене лашасем ячĕç. Асан. Сĕрен, изгнание покойников. Ст. Яха-к. Пирĕн ялсем тата мункун тепĕр кунне, тунтикун каç, вилнĕ çынсене хывса сĕрен тăваççĕ. || Название инструмента, похожего на шăппăр, пузырь. Слеп.

сĕт

(сэ̆т, сӧ̆т), молоко. Изамб. Т. Пĕр-пĕр çыннăн ĕни пулмасан, ăна çынсем чӳлмекпе сĕт парса яраççĕ, ул вара чӳлмекне кӳнĕ чухне пĕр чĕлĕ çăкăр илсе килет. Ăна вара: ĕни сĕтлĕ пултăр, тесе, ĕнине çитерме каласа хăварат. ЧС. Вĕсене (погорельцев) халăх хура ĕне сĕчĕ ĕçтерме хушрĕç, мĕншĕн тесен чăвашсем: хура ĕне сĕчĕ чĕрене çунтармас, теççĕ. Слеп. Сĕт чакни, сĕт типни. Ib. Ĕнен сĕт типрĕ. Ск. и пред. чув. 52. Сĕтпе шыва кӳртнĕ пек, вĕсем таса çитĕннĕ. Орау. Пирĕн, пĕре ят пăсăлнăскер, сĕтпе шыва кĕрсен те тасалас çук. Ib. Сĕтĕнче çурри шыв. Молоко пополам с водою. Султангул. † Хура ĕне килет макăрса, сĕтне су та сахăр ту. Якейк. † Ай, аки, Мари пор, сĕтпе шăва кӳртнĕскер; ай, пичи Йăван пор, сар тоттăрпа тытнăскер. Альш. Хĕвел тухăç енче таçта пĕр çырма пур. Шывĕ — сĕт, тет. Выртса ĕçсессĕн, сĕт халлĕнех кĕрет, тет, çăвара. Илсе ăсса ĕçсессĕн, шыв пулат, тет. Регули 1116. Сĕт çи (сĕт çийĕ) шăннă. Вишн. 65. Сĕт ан йӳçтĕр тесе, сĕт тыткалакан савăтсене таса тытас пулать. Ib. 62. Сĕтпе пĕçернĕ маннă е хуратул пăтти. Çутт. 89. Çулталăк хушшинче ĕне миçе уйăх сĕтсĕр пурăнать? Буин. Сĕт анать. С. Алг. Сĕт çулĕпе кайса, çу çулĕпе килмелле пулинччĕ. Ала 63°. Вара вăсем юлашкинчен çак сăмахсене калаççĕ: сĕт çулпа тухса каймалла пултăр, çу çулпа кисе кĕмелле пултăр, теççĕ. Сред. Юм. Сĕтлĕ пăтă — сĕт ярса пĕçернĕ пăтă. Сборн. по мед. Ĕмкĕчĕ çине чăмлак, хырнă кишĕр, сĕт пăтти хурас пулмасть. Вомбу-к. Сĕтпе пашалу çăраççĕ. Ib. Сĕтпе çăмарта хăпартаççĕ. Ib. Сĕтпе чуста хораççĕ. Икково. Кошак сĕт вăрлать. Кошка тайком пьет молоко. Баран. 99. Лайăх пăхсан, ĕне сĕтне ытларах антарать. Шишкин. † Эпир ăма питĕ хитре, сĕтпе колач çинĕрен. N. † Аннен кăмаки шор кăмаки, сĕтпе-порпа шоратнă, килес килет, кас (= каяс) килмеçт. См. Магн. М. 189. Кан. Сĕт парĕ кансан çех, пăруланă ĕне сĕт çителĕклĕ антарать. N. † Ырă аттеçĕм, тетĕп, ырă аннеçĕм, икĕ кăкăру сĕтсене пахил ту. Хурамал. † Пĕчĕкçĕрен пысăк пултăмăр, атте-анне кăкри сĕчĕпе. N. Тин çуралнă ачасем пек пулса, чуна аванлантаракан таса сĕте юратăр. || Молокообразное содержимое в шелухе несозревшего зерна хлеба. Тюрл. Ыраш шăрка таксассăн сĕте ларать. Ходар. Сана мăн турă, мăн турă амăшĕ, пӳлĕхçи, пӳлĕхçи амăшĕ, çĕнĕ тырă-пулă сĕчĕпе пуççапатпăр, çăмăллăх пар. (Моленье). Сред. Юм. Ыраша сĕт кĕнĕ. (Ыраш шăркана ларса пĕтсен, пĕрчи пола пуçласан калаççĕ). || Фамильное прозвище. Якейк. Сĕт Ерхип.

спурлă

находящийся в неприязненных отношениях, Трхбл. Вĕсем спурлă пурăнаççĕ. См. смурлă.

çавăншăн

(жы̆н-), потому, по этой причине (у др. çаншăн). Юрк. Авă çавăншăн тайăла пуçăмăр вĕсем умне. Вот потому-то мы и пришли к ним с поклонной головой. Ib. Сана мĕн тума? тет.— Сана хăна мĕн тума? Мана та çавăншăн. На что тебе? — На что тебе, на то и мне (т. е. и мне тоже нужно). Регули 1531. Вăл ман пӳрте вăрлама килнĕччĕ, çавăншăн эп она тытрăм.

çавăр

(с'авы̆р), вертеть, вращать; перевертывать, навертывать. ЧС. Ашшĕ унăн сăмахне итлесе тараса (колодец) патне пынă та, каткана (бадью) çавăрса улăхтара пуçланă. Ск. и пред. чув. 99. Чупать ав вăл васкаса, урисене çавăрса. Собр. † Кăвак лашасе кӳлер-и, хĕврисене çавăрса тӳлер-и. N. Ăçта выльăх-чĕрлĕхĕн пуçне те çавăрса лартат (ие). Бугульм. † Пĕчĕкçĕ çĕлĕк, çавра çĕлĕк, çавра-çавра ларта пĕлмерĕм (не мог надеть как следует). Кан. Пуслăх пек рычак тытнă та, çавăра тăрать (так и вертит, угрожающе). || Повертывать, размахиваться (чем). Макс. Чăв. К. I, 60. Кĕтĕм эпĕ хура, ай, вăрмана, пуртă çавăрайми йывăç пур (так как лес очень густ, то нельзя размахиваться топором). N. Енне-енне çавăрса тăратса. Образцы. Самар çуни — сарлă çуна, çаврайăттăм пӳрт умне. || Повернуть; завернуть. Тайба-Т. Пĕчĕккеççĕ лаша — турă лаша, çунине çавăрса хуринччĕ (а если бы повернула!). Çутт. 31. Шкула кĕнĕ чух урисене çавра-çавра пăхса тасатать. Изамб. Т. Лашана хапха патне çавăрса кил. Заверни лошадь к воротам. Бур. † Кил-йышĕ килте пулинччĕ, хирĕç тухса илинччĕ; лаши матур пулинччĕ, вăр çавăрса ларинччĕ (надо: лартинччĕ). N. † Çавăрма çук сылтăм хула, ытарма çук савнă сар хĕре. || Перевертывать (настроение; одежду, при перешивании). Баран. 42. Йытă улашни выçă кашкăрăн чĕрине шарах çурать, пĕтĕм ăшчиккине çавăрать. N. Халата çавăрса çĕлетрĕм. || Обращать внимание. N. Псков, Новгород таврашĕнчи юçлĕх çĕрсене типĕтсе çереме çавăрĕç. N. Унăн чирлĕ выртакан вырăнне канмалли вырăна çавăрĕç. Т. VII. Ĕлĕк пĕр арăм чире хывнă тет те, çемйисем хире кайсан: турăçăм ырлăха çавăрччĕ! тесе юрласа çӳрет, тет. || Возвращать назад, привести (о судьбе). N. Хăçан та пулсассăн вăл сана киле çавăртăр (пусть вернет домой). N. Темлерен çавăрăнăп-и анчах. Пазух. Кĕркуннехи уçăма тур ут пусĕ малашне. Ан йĕр-ха, атте-анне, турă çавăрмĕ-и малашне. Н. Карм. † Çӳлĕ тусем çинче çавра кӳлĕ, çил çавăрса кӳртрĕ пĕр çулчă; пирĕн тăвансемех пит аякра, тур çавăрса кӳчĕ пĕр çĕре. Календ. 1907. Çĕре çапла тума, çапла ĕçлеме нумай расхот та, вăй та тухать. Анчах ун вырăнне, тухнă расхота, пĕтнĕ вăя çавăрса, нумай усă кӳрет. Ерех 16. Нимле те алла çавăрма çук, ытла йывăр çул килчĕ. Янтик. † Ах йыснаçăм Якку пур, сана пулас марччĕ, такçтан турă çавăрчĕ. Альш. Пулăçăсене ку ача калат: турă çавăрнипе татах çаврăнтăм çав (опять пришлось здесь пройти), тет. || Кружить, бушевать (о буре). Сред. Юм. Ах тор, паян тăман çаврать (буран кружит). Епле çӳрет çôл çӳрекен çын! Коракыш. Çанталăк пит кансăр пулнă, çил-тăман тем пек çавăрнă (бушевала пурга). N. Айĕн-çийĕн çаврать (буран). Кан. Час-часах çил-тăмăн тухса çавăрать. || Кружить голову. АПП. † Хӳмесем çинчен ан çӳрĕр, çамрăк пуçăра çавăрса. N. Тем хам пуçа хам çавăрса порнап. Янтик. † Çын сăмахĕ хыççăн ан кайăр, çын сăмахĕ пуçа çавăрать. Полтава 14. Çамрăк илем анчах мар хĕрсен пуçне çавăрать. N. Мĕкĕтепе Петĕр, вĕсен пуçне такам çавăрнă пек, карчăк сăмахне итлесе, тумтирсем, çĕлĕксем тăхăнаççĕ те, чупаççĕ хупаха. || Обдумывать. Ск. и пред. чув. 21. Лайăхрах ыйтса пĕлем, ăспа пуçра çавăрам, унтан вара ĕненем. || Проплыть вокруг. N. Ку шӳкке пулат, тет те, кăна хăвалать, тет. Пĕтĕм кӳле çавăраççĕ, тет. || Обернуть. Сборн. по мед. Тутăр татăкĕ илсе, ăна кача-пӳрне çумне çавăрса. N. † Йори илтĕм çут пиçхи, çавра-çавра çыхмашкăн (обернув вокруг), йори килтĕм çак хоçа патне, çавра-çавра поплеме. || Украсть, присвоить. N. Иван: эпир сутăçсем пулă сутма пурсан, пуллине ак çапла çавăратпăр, тет. Хăй сутăç умĕнчен лушкипе çăва йăлт хăй патне пуçтарса илчĕ, тет. || Обойтись (в течение известного времени). Тим. † Алăкран тухми çӳпçи пур, аллă пилĕк сурпанĕ пур, аллăшне парне парсассăн, çул çавăрма çитĕ-ха, пилĕкĕш хăне (= хăйне) юлĕ-ха. || Обходить, подносить. Мусир. Çитмĕл курка çитмесен, çавра куркапа çаврас (обнести), тет; çавра куркапа çавăрăнмасан, тимĕр куркапа тивертес, тет. || Собирать в одно место. Ст. Чек. Хĕрĕм, кĕтĕве çавăрса хăвар-ха. Дочка! собери-ка стадо в одну кучу. || Рыть. В. Буян. Çав шăтăкра патша ывăлĕ çĕр тĕпĕнче хăйăр çавăрнă. || Свить (гнездо). Сред. Юм. Çерçи йăва çавăрнă. Воробей свил гнездо. Баран. 150. Пурте йăва çавăрса чĕпĕ кăларăççĕ. Ib. Тилĕ... вĕçен-кайăксен çĕре çавăрнă йăвисене шыраса тупать. || Строить (дом). Сред. Юм. Ô çын халь çорт пит çаврать. Он теперь строится во всю (строит дом, усиленно занят постройкой дома). Кан. Халĕ вăл пĕр уйăх хушшинче килне çавăрса çитере пуçларĕ (стал достраивать), пӳртне тимĕр витнĕ. N. Пӳртсем лартрăр-и? Кил-çорт çавăртăр-и? Çуртăрă-йĕрĕре çавăртăр-и? Кил-картиш çавăрайрăр-и? Построились ли вы? (Так спрашивают в разных говорах погорельцев). N. Кусем хăйсем пĕр тĕрлĕ ял çавăрса пурнаççĕ. || Городить. Пазух. Тимĕртен анкарти эп çавăртăм, йĕтемиине шăвăçран сартартăм, юпине ылттăнран, ай, ларттартăм. Альш. Кив çурт çинче (на прежнем месте деревни) анкартисем çавăра-çавăра, тыта-тыта пĕтернĕ. N. Пирĕн атте картишне шурă хăвапа çавăрнă. Якейк. Холая чолпа çавăрнă. Город огорожен каменною стеною. || Класть (печь). Изамб. Т. Кăмака çавăрас. || Точить (о токаре). КС. Йĕке çавăр, вытачивать веретено; чашăк çавăр, вытачивать блюдо. || Обойти. Бюрг. † Анкарти тулашĕнче мулкаç вылят, пĕр çавăрса пулма-çке (= пулмаст-çке). N. Эпĕ çĕр çинче çӳрерĕм, пĕтĕм çĕре çавăрса тухрăм (обошел всю землю). || Вышивать. N. Мĕн ĕçлетĕн, тăхлачă? — Йывăр тĕр (тĕрĕ, узор?) çавратăп. || Оторачивать. Алших. † Çипирккене хăнтăрсем эп çавăртăм. || Отделывать. Тим. † Пурçăн пиçиххи ярапине çавăрса пулмарĕ укапа. Пуянăн та сарă ачине çавăрса пулмарĕ çамрăк чух. Бур. † Ука кирлĕ çухана (вар. суха) çавăрма; хайла (уменье, сноровка) кирлĕ юрăсене юрлама. Ib. Тулĕсене пурçăн туртăр-а (у „тарай енчĕк“) ăшĕсене ука çавăрăр-а? Срв. Оп. иссл. чув. синт. I, 177. Лашм. † Улача кĕпе аркине çавра-çавра тыта пĕлмерĕм. || Закруглять. Альш. † Эпир ларас вырăна çавăрса тунă иккен тенкелне. || Увлечь, seduire. N. Ăна час çавăрма пулать. Её легко увлечь. Алешк.-Сапл. † Ылттăн ука çуха çавăрать, маттур ача сар хĕр çавăрать. АПП. † Вăрман хĕрринчи сар-кайăк, сала çаврас сасси пур... Тим. † Пирĕн савнă туссем ялта мар, сире çавăрмашкăн эпир мар. || Расположить к кому-либо; склонить. КС. Ун кăмăлне çавăрсан, тем чул та сăпаççипа калăттăмччĕ сана. N. Халăх кăмăлне çавăрас шухăшпа, вăл комиссияна (= комиççие) халăхран та суйланă çынсене кӳртмелле тунă. Бюрг. † Хамăн тенĕ тантăша пĕр çавăрса пулмарĕ мулпалан. N. Вăл патшалăхра мĕн те пулсан нумай вĕтĕ-вĕтĕ çĕр тытакансем туса, вĕсене хăй енне çавăрасшăн. Кубня. † Ай-хай савнă тусăм, хура куç! çавăрса пулмĕ-ши хам çумма? Юрк. Сирĕнпе пĕрле ĕçсе çиме пире çăкăр-тăвар çавăрчĕ. Ib. † Килес çукчĕ эпĕ çак киле, сирĕн çăкăр-тăвар çавăрчĕ. || Уговорить, убеждать (сильно раздраженного). Сред. Юм. Темле çиленнĕ çынна та хай маййăн çаврать (может уговорить). Альш. Унтан çавăра-çавăра хай хĕре йӳнерех хака килĕшеççĕ те, çураçаççĕ. Орау. Калаçкаласа аран-аран çавăртăм (уговорил). Альш. Карчăк хĕр тупать, карчăк каччă çавăрать. || Привлечь на свою сторону. Кан. Ку ĕçе пĕччен майлама çăмăлах мар, Ортяккова çавăрар. Кан. Ку кооператив халăха çавăрма (привлечь) пĕлменнинчен килет. || Ловко говорить, говорить обстоятельно. N. Халĕ вĕсем вĕсене хирĕç пит аван çавăрса çыпаçтараççĕ (ловко отвечают на выпады их). ТХКА 58. Ăслă, тăнлă çынсем аван, сăмаха çавăрса, ырă кăмăллă калаçнине илтсен, илемлетсе шăнкăл-шăнкăл шыв юхнă пек шăкăлтатса, кăмăла-чĕрене пусарса, лаплантарса, пит ăслă, вырнаçуллă, çыпçуллă çырнине вуласан, калаçнине илтсен, ах, вара, çавра-çил пек, ман шухăш кĕвĕçпе явăнать. КС. Ăна хирĕç лайăх çавăрса хучĕ. Ловко отпалил (ответил) ему. N. Çавăрса калаçаймаçт. Шемшер. † Йори килтĕм çак хоçа патне, çавра-çавра поплеме. Конст. чăв. Çапла сан пек çавра-çавра каласа ăнлантаракан пулнă пулсан, капла пулас çукчĕ эпир, терĕç. Лашм. † Пĕчĕкçĕ çĕлĕк, çавра çĕлĕк, çавра-çавра ларта пĕлмерĕм; çак тусăм килсен, çавра-çавра калаçа пĕлмерĕм те, калаçа пĕлментен сивĕнчĕ. || ЧП. Выртрăм, ăйхăмсене çавăраймастăп (не могу уснуть) || Спеть куплет. Кильд. † Пĕр çавăрса илсе пĕр юрлăтăм, ăшăмра мĕн пуррине калăтăм. Кĕвĕсем. Чĕкеç килет сассипе, çавăрса юрлать юррине. || Уплетать. Кан. Нимрен ытла, кĕселе атте юратсах çавăрать. || Иногда выражает силу, ловкость, законченность действия. СТИК. Çавăрса çырт, укусить.

çамрак

(с'амры̆к), молодой. Альш. Акă пĕр çамрăк ача тапаланса йĕрсе вырта парат, тет. Ib. Пирĕн кӳршĕ çамрăк арăмне лартса хăнана кайрĕ. N. Ватти — ватă, çамрăкки — çамрăк, вĕсем те пĕр пек тумаççĕ, шухăшлама та пĕр пек шухăшламаççĕ. Регули 6. Вăл çамрăк халь аланма. ЧП. Çамрăк чун. || Юноша. Юрк. Альш. Çамрăксем, парни. Сред. Юм. Çамрăк, молодежь. || Молодость. МПП. † Йыттăн ĕмĕр иртет касмăкра, пирĕн ĕмĕр иртет çамрăкра. N. Эсĕ мĕн çамрăкранах тăрăшса вĕрен. N. Çамрăк чох, в молодости.

çанка

(с'аҥга), то же, что çамка, лоб. Изамб. Т. Шăтăк чавнă чухне çын пуç шăмми тухсан, çанки çине пăхаççĕ — турă çырни паллă-и? тесе. Турă миçе çул, миçе кун, миçе сехет пурăнмаллине çыннăн çанки çине çырнă, теççĕ. Вĕсем унта çырнă пеккине кураççĕ. ЧП. Чĕмпĕртен илнĕ чăн мерчен, çанкама çапрĕ сăрăсем. Собр. † Çырмасăр шур хут хуралмĕ, çанкасе çырни çухалмĕ (вар. çанкасене çырни çухалмас). ЧП. || Лысый. Изамб. Т. Çанка! çавна та памас. (Иначе: ĕне çуланă çанка).

çан

то же, что çиеп, ем. Якейк. Шорк. Çап, çатăп — ем; эсĕ çан, çатăн — ты ешь; вăл çать, он ест: эпĕр çаппăр, мы едим; эсĕр çаттăр, вы едите; вĕсем çаççĕ, они едят.

çапăн

(с'абы̆н, Пшкрт: с'аβы̆н), удариться, получить удар, ушибиться. ТХКА 51. Пите-куçа туратсем çапăнаççĕ. Çĕнтерчĕ 35. Çапăнса кайса сывлăшсăр пулса хăрлатса выртать. Коракыш. Çав тукмакки (колотушка) текех çилпе сулланса çапăнса тăнă. Çутт. 157. Йĕптăррисем: ай, ай, ай! тесе, ăçта çитнĕ унта çапăнса каяççĕ. Сĕт-к. † Вăрман виттĕр тохнă чох, çӳçе шулчи çапăнчĕ. Çӳçе шулчи полман мĕн, тăван сомах(х’) полнă мĕн. N. Каç лапка çинче çывăрнă чухне усал тĕлĕк курса хăранипе, çӳлтен персе анса, лаххана çапăнса, пуçне çĕмĕрнĕ. К.-Кушки. Ну, çаврăнса çапăнтăм та эпĕ виçĕмкун! Пĕçĕ халь те ыратса тăрат-ха. Пĕççе пĕтĕмĕшпех ыраттартăм. Ну и хряснулся же я третьего дня! До сих пор бедро болит. Все бедро отшиб. Пшкрт: с'аβы̆наҕан с'ын (падучая болезнь) таβаланат, таβаланат, ты̆рат та чирэрэк полат вара. || Стукнуться. Якейк. Хĕр-ача, арçын-ачая çорăм хыçĕнче йăтса пынă чох, арçын-ачин алли вĕçернсе кайнă та, çĕре пуçĕпе çапăннă. Девочка несла мальчика на корточках; руки у него оборвались и он стукнулся головою о землю. || Налетать, натыкаться. Цив. Çакăскер, ӳсĕр майĕпе лашине тытас тесе пырсан, лаши çумнех пырса çапăнчĕ. Коракыш. Кашкăрсем хăранипе йăвăçсемпе çапăна-çапăна тарчĕç, тет. || Прикасаться, задевать. Магн. М. 184. Виле туй çынна çапăнмантан, т. е. чтобы свадебный поезд мертвых не прикоснулся к живым... || Приставать. Альш. Вĕсем çынна çапăнсан, усал тăваççĕ. Ача-пăчана, пысăк çынна та çапăнат (т. е. иесем). || Шататься, шляться, заходить. В. Олг. Ста çапăнса çӳресе? Где шатался? Сред. Юм. Мĕн çапăнса çӳрен çак эс пôр çĕрте те, ниçта вырăн топмасăр? Ib. Çав килсе çапăнмас тем-ха паян, пӳрт орайне тасарах тытас. Çĕнтерчĕ 2З. Мĕншĕн килсе çапăннă вара кунта Илякка? Полтава 1ЗЗ. Украйнăри юр ăсти яла кĕрсе çапăнсан. || Утираться. Кан. Пырать те „алшăлли“ çине çапăнать. || Париться в бане. N. Марья мулча хутнă. Ашшĕ мулча кĕнĕ те, вĕри çапăнайман. Вара вăл Марйине: мулчине ыррăн чулĕ хĕрмелĕх хутман, тенĕ. ТХКА 24. Чăвашĕ хăй çăка милкĕпе, икĕ милкĕпе: ах, ах, ах-хах-хах, çăка çулçин мыскари, чĕке-тăвăн тункати; хури-мари сакайне, лăппи-лаппи тапкайне; çăка мунча шерпетне, икĕ алтăр ăшшине, ӳте-пĕве канлĕхне, çăтăл-çăтăл çăтăлăк, çăка çулçи мыскари, хурăн милки сиплĕхĕ; ах-ах, ах-хах-хах! тесе ӳпне-питне çаврăна-çаврăна лапка çинче çапăнать. || Печататься. Кан. Пирĕн 37-рен 4 листа ытларах çеç çапăннă.

çапла

(с'апла), так, этак, таким образом. ТХКА. Ав çилен ĕнтĕ. Эпĕ сана вылямалла кăна çапла каларăм. Пазух. Килтен сăра ĕçме эпĕ тухрăм, çапла ӳсĕрлессе эп пĕлмерĕм. Юрк. Мускава, çапла та капла (так и этак), пит аван хула, тесе калаçнине илтсен, çармăссем тăваттăн-пиллĕкĕн пĕр канашлă пулса, юри çав хулана епле иккенне курма кайнă. Ib. Çапла-тăр та çав: эй, пире чăваша юрат-çке, татах нимĕн сăмах калама аптăраса. Ib. Çаплине çапла-тăр çав... Так-то оно, наверное, так, но... Изамб. Т. Çаплине çапла та. Так-то так. Сред. Юм. Çапла (или: апла манеш), так значит. Регули 464. Эп çапла (тăвас) тăрам. Ib. 540. Çапла мар-и, илмен вăл. Ib. 652. Çапла ман пек ту. N. Çапла пулмасăр вара. Якейк. Çапла мар-и, ачасам? N. Çапла вĕсем нумайччен улталанса пурăннă. Букв. 1886. Тавăрăнмассерен: Чĕмпĕр çапла лайăх, Чĕмпĕр капла лайăх, тесе калаçатьчĕç. Альш. Кулаççĕ-мĕн тăваççĕ, çапла иртĕнеççĕ. Беседы на м. г. Çапла мар-и вара? Не правда-ли? || Такой. Юрк. Çапла тĕслĕ çӳçлĕ, сухаллă çынсем (такого цвета). Кан. Ванюш (ача çапла ятлă) пирĕн кулкаласа çеç пырать. Изамб. Т. Шăллĕ те, йăмăкĕ те унăн çапла пулнă (были такие же). N. Хăшĕ нимĕн калама аптараса: амăшĕ çапларах, амăшĕ ямасть, тет. || Например. Баран. 118. Вăрман пире пысăк усă кӳрет. Çапла, вăл шыва упраса, типĕтмесĕр тăрать.

çаппа-çарамас

голый, нагой. N. Аннерен çаппа-çарамас çуралтăм, çĕре те çаппа-çарамас кĕретĕп. Ст. Чек. Çаппа-çарамас çӳрет, пĕр тумтирсĕр. Ib. Кăçал вĕсем çунса карĕç, çавăнпа çаппа-çарамас тенĕ пек кăна тăрса юлчĕç. ГТТ. Вĕсене питĕ хĕснĕ, çаппа-çарамаса хăварнă, тет. N. Унăн куçĕсем умĕнче пур те çаппа-çарамас.

çаппа-çарапуçăн

без головного убора. N. Вĕсем çапла çаппа-çарапуçăн тăнă чухне пĕр кĕрӳшĕ анчах çĕлĕкне хывмасăр, мăнкĕрнӳкерĕпе юнашар, ташламасăр тăрать.

çаран

(с’аран), луг. N. Çаран — суходол; но части улăх’а — заливных лугов — называются тоже çаран: ку ман çаран, ун çаран: а не — ку ман улăх. Якейк. Çаран, луга, покрытые нескошенною травою или неубранною (сеном). Баран. 161. Хĕлĕн-çăвĕн выльăхĕсем (у калмыков) çаранта çӳреççĕ. Изамб. Т. Çаран валеçме каймалла пулсан, ачасем урам тăрăх: çаран валеçме, тесе, кăçкăрса, çаран валеçме чĕнсе çӳреççĕ. Ib. Унта-кунта юр ирĕлсе çаран курăнсан, унта хупăнса тăнă выльăха ачасем хăваласа тухаççĕ. N. Вĕсем çарана çисе янă-çке (потравили). N. Аслă ывăлĕ ĕнипе качакине çарана çитерме каят, тет. Якейк. Кăçал, ача, пĕр çаран та çок, утă тастан топас. Ib. Кăçал çарансам пор çĕрте те лайăх (везде трава хорошая). Ib. Мана пит лайăх çаран тохрĕ паян. Вăсен çаран плотнах мар. Собр. † Çаранлăхра çырла пиçет-çке, çаран илемĕсе (= илемĕсене) кӳрет-çке. N. Ку выльăха çарана ярса, авă мĕн туса хунă, тет пĕри. Якейк. Кăçал çарансене лайăх пăхса çитĕнтеретпĕр-ха. В нынешнем году, благодаря присмотру, трава у нас на лугах хорошая. N. Çаран çине капан лартсан, йăвăç улми çиме юрать, теççĕ. Янтик. † Çаранăн та пуçĕ çырлалăх, çырлалăх, лартăр пĕр Питрав çитиччен. Якейк. Кăçал Миконччен çаран чарас полать, уйăра та корăк лайăх. Нынче надо запретить пускать до Николы скот на луга. Альш. Çӳреççĕ вара илемлĕ ешĕл çарансем çинче çаран хĕррисем туса (когда пойдут делить луга). Кан. Çуртри акма çур çаран тара илчĕ.

çарат

(с'арат), оголить; красть, воровать, грабить, обчистить. Сунт. Укçа çаратаймарăмăр пулсан, мĕн-те-пулсан урăх тăвас пулать. ТХКА 71. Пире лаши-мĕнĕпех çаратса каймалла вĕсем. Кан. Вăрмана çаратас ĕçе чармалла. Юрк. Пĕр вăрă ăна çаратса тухма шухăшланă вăрттăн, еррипе кăна унăн чӳречине уçса унăн хăваттерне кĕрет те, тытăнат кунăн хывса пăрахнă тумтиррисенĕн кăсйисенче, укçа-мĕн çук-ши тесе, шырама. Ib. † Эпĕ ялтан та яла çӳрерĕм, вуникĕ те чиркӳ çаратрăм. Баран. Хулисене, ялĕсене турта-турта илнĕ япалисене çаратса пĕтернĕ. N. Хăш çĕрте çынна çаратса, туласа пуйма пикеннĕ. Ст. Чек. Ăна ĕнтĕ чыстă çаратнă (он промотался, пропился). N. Кала: хуçана эсĕ епле вĕлертĕн? мĕн чухлĕ укçа çаратрăн? БАБ. Çимĕç таврашсем çаратма пирĕн яла пыраççĕ, тет. Ала 59°. Вĕсем кĕлет çаратма шухăшланă иккен. N. Кунăн кĕссинчен виççĕр тенкĕ çаратса илнĕ (вытащили у мертвого). N. Пĕтĕм çанталăка талкăшпех çаратса хăвараканскер. || Срывать. Шел. II. 62. Укçисене пĕтĕмпех çаратса пĕтернĕ.

çараттар

понуд. ф. от çарат. ТХКА 71. Пирĕн çавă лашана вăрăсем те вăрласшăн пулнă. Хамăр çумри Ваçук матки патне темиçе те киле-киле выртнă вĕсем. Ваçук матки пире ĕлĕкренпех çараттарасшăн тăрăшать те вăл.

çатăлтаттар

хлопать, издавая звук çатăл. П. Патт. 21. Вара пурте вĕсем çуначĕсемпе çатăлтаттарса кăшкăрма тытăннă. || Хлестать. Ходар. Пĕри-пĕри хулине (= хуллине) харăс илсе çапмасассăн (если кто не ударит прутом враз с другими), уна çиччас хулăпа çатăртаттарса илеççĕ (бьют. Вирĕм).

çатăртаттар

понуд. ф. от çатăртат. Шорк. Орама тохсан, çатăрмакпа (трещоткой) çатăртаттарса каяççĕ (во время обряда „вирĕм“). N. Çатăртаттар (мелкая дробь при испускании ветров). || Жарить. Альш. Эсĕ, тет, пĕр пĕрчĕ çилкене те, тата пĕр пĕрчĕ хӳрене çатма çине хур та, тек çатăртаттар. Ау 88°. Эпĕ кирлĕ пулсан, çак хуре пĕрчипе çилхе пĕрчине çатма çине хурса çатăртаттар. || Скрести, царапать. Сред. Юм. Кошак чĕрнипе йывăçа тăрмалана чохне çатăртаттарать. || Щипать, драть, есть. Череп. Хăлхана çатăртаттаран. N. Амалĕ аллине çатăртаттара пуçланă та, вăл кăшкăра пуçланă. Лекарство стало есть ему руку, и он заорал. N. Ку амаль хытă çатăртаттарать. N. Çапла вĕсенĕн суранĕсене уксуспа тăвар сĕрсе çатăртаттарсан та, вĕсем хирĕç пĕр сăмах та каламан. || Драть (уши). Якейк. Холхуна çатăртаттарса ярсан, лайăх çынна охмах теме вĕренĕн! Вот нарву тебе уши, тогда станешь браниться дураком! Яргуньк. Çӳçрен çатăртаттарса ячĕ. Отодрал за волосы (так, что часть их вылезла). || Ухватиться сильно. N. Пĕр-пĕринчен çатăртаттарса тытнă та, сиккеленмеççĕ. Тет. Эпĕ лаша çилхинчен çатăртаттарса тытрăм. N. Çатăртаттарса тытнă та, нимпе те ямасть. || Есть жадно. N. Мĕн чул çатăртаттарнă, ун чул лайăх. Чем больше есть, тем полезнее для здоровья. || Двигаться быстро с шумом, с треском. Çутт. 154. Пушар вăрман тăррипе анчах çатăртаттарса каять. Панклеи. Арçури çавăнтанах, шĕшкĕсене сире-сире, çатăртаттарса иртсе карĕ, тет. N. Эпир вăрманта пĕр тарăн-вара, тата çитменнине чăтлăха, çатăртаттарса кĕрсе кайрăмăр. Тораево. Эсĕ мĕн çатăртаттарнă çемĕн шалала сик, тесе калать, тет. (Тилĕ улăм урине вут тĕртсе янă, кашкăр улăм ăшĕнче сурăхсем килессе кĕтсе выртнă. Тилĕ вара çав кашкăрне вĕрентсе калать). Толст. Çатăртаттарса пырсан, лашисем хăйсен ялне пырса кĕчĕç, тет. Орау. Хулана çатăртаттарса кайса килем-ха (быстро, с треском). || Быстро и ловко говорить („шпарить“). Моркар.

çемĕ

мотив, мелодия, гармония, строй, лад; порядок, способ, соответствие. Чигир. Шурă пĕремĕк шăл çемми, Собр. Куккăр çăка кут çемми. (Кăнчала йӳççи). КС. Паян нимĕр пĕçерсе патăм-ха, ват çынсене шăл çемми (подходное для зубов) В. Олг. Онтан кĕсле калат (сыграл) çармăç, пĕр çемĕ. Ib. Кĕсле çемми. Якейк. Копăс каланă çеммипа эп ташлама пĕлместĕп. Ib. Ачасам, ман мĕлле çемĕ калас (какой мотив сыграть)? Ир. Сывл. З4. Шăнкăлă-шанкăл хăрăк-марăк çемме майлă шăнкăлтатрĕ. N. Вĕсем ырă ăслă сăмахсем вĕрентсе хăварнă, юрăсем-сăвăсем, кĕвĕсем-çемĕсем каласа хăварнă, мухтав юррисем çырсă хăварнă. Пшкрт. Эп она çеме çартăм (= çавăртăм, уговорил), вăл апла туас çок ĕнтĕ. N. Вăрăç çапах хытă тăрать, чарнмали çемĕ те çук. N. Шăн-шак çемĕрен тохса.

çерем çĕт

(с'э̆т), поднимать новину. КС. В. Олг. Çерем çĕт, çерем уç. ТММ. Вара вĕсем вăрмансене касса, çеремсене çĕтсе, хăйсен акмалли вырăнне аслатаççĕ те, тыр-пул акма тытăнаççĕ.

çывăха хур

букв.— положить близко; считать близким, дорожить. N. Вĕсем ăна çывăха хураççĕ. 1) Они кладут его близко. 2) Они считают его близким. N. Çывăха хураççĕ хурăнташĕсене, кучченеç исе каяççĕ, ăна-кăна тăваççĕ, хурăнташĕсем вĕсене çывăха хураççĕ пуль çав.

çын

(с’ын, с’ин), человек. См. этем. Вишн. 61. Çын чирлесессĕн, унăн варĕ, тата пыршисем çинĕ апата сывă çыннин пекех çĕртме (переваривать) пултараймаççĕ. N. Çын ăшне кĕрсе тохмалла мар. (Послов.). Н. Карм. † Ай-хай турă çыннисем, хырса çуса каймаççĕ хурисем! Хырса çуса кайсассăн, ман пуçсем ырă курмĕ-ши? Ала 54. Эпĕ çынсем çине тилмĕрсе пăхрăм та, вĕсем мĕнле çынне палларăм (понял, что это за люди). Орау. Унăн иккĕмĕш арăмĕ пит аван çын пулнă, тит. Ib. Çынни аван, умпа çăккăр çима пулать (гов. о женихе, невесте и пр.). N. Çынсенĕн пурин те вилмелле, эсĕ — çын, çавăнпа санăн та вилмелле. Все люди смертны; ты — человек, следовательно, ты смертен. Сред. Юм. Улмерен ôн пик çынпа çыпăçма тор ан хоштăр. Не дай бог вперед с таким человеком связаться. Сред. Юм. Пирĕн пик çынсĕм вилсе пĕтсен, пиртен вара вăниккĕн пĕр така пусакан пĕчик çынсĕм порнмалла, тет. Шорк. Çын латти те çук. Не похож на человека. Альш. † Ах, милиньккăй, Хусанăн кантурĕ, эсир иккен çыннăн матурĕ (вы молодцы из молодцов. Застольн. песня). Ib. † Чун савнине илмесен, ӳсес те мар çын пулса. Регули 1270. Çынсерен (çынтан) пĕрер сом паратпăр. Мы платим по рублю с человека. N. Çын ĕмĕлки те полмĕ. Сред. Юм. Çын сăнĕ тесе пит нăмайччен чирлесе выртса орăх сăнлă полсан, пит хăраса сăнран кайсан, калаççĕ. Якейк. Çын сăнне пĕтернĕ. Дошел до крайней нравственной испорченности. N. Эпир кунта çын сăнĕнчен тухрăмăр. Мы здесь потеряли человеческий образ. (Из письма чувашина, ушедшего на заработки в прежнее время). Ал. цв. 28. Халĕ тата, эпĕ çын сăнлă чухне, юратсам мана. N. Унтан вара аллине çуни (умывший руки) пĕр çынсăр пушă пӳрте кĕрет (входит в пустую избу, где нет никого). N. Эп çынсен умĕнче нихçан та тутарла калаçман. Я никогда не говорил публично по-татарски. (Çын умĕнче — значило бы „при людях“). N. Лайăх пĕлнĕ çынсем — 1) хорошо знакомые люди, 2) близко знакомые люди. Кан. Çынна пăхсан, пĕрне тин юрăхлине тупрĕç. N. Арăмĕ хирĕç тухнă та: ĕçлекен çыннусем ăçта? тенĕ. N. Шурса кăвакарса каяççĕ, вĕсен çын тĕсĕ те юлмасть (так что на них и лица нет). ЧП. Çынна çисе çын пĕтмест. Альш. Пукравччен Пукрав валли хулана кайса тырă сутасчĕ: укçа кирлĕ, теççĕ çынсем. Етрух. Тата сирĕн килшчикки (= кил ăшчикки) таса мар, сире çын пăснă (вас испортили), сирĕн уна тасаттарас пулат, тет. (Чăваш чирĕ). N. Çыннăнни пек, çыннăннĕ пек, похожий на принадлежащий человеку (или другому человеку). || Люди, общество. Ала 27. Кунта пĕр маях çын килет. Сюда все время люди приходят. Ау 10. Эпĕ лере ялан çын хушшинче пурăнтăм (все жила на людях, т. е. в обществе других). N. Çын çинче çын пек пулмасассăн: кам ывăл-хĕрĕ? тесе ыйтаççĕ. Н. Якушк. † Ах аттеçĕм, аннеçĕм, эсир ăçта — килĕрте, ачăр ăçта — çын çинче. Кубня. † Ялта савнă тантăш пулмасан, тухассăм килмест çын çине (не хочется бывать на людях). N. Çын çине тух, водиться, общаться с людьми. || Прочие люди. Собр. † Шухăшламан чух çын пекех (как все), шухăшла пуçласан, пуçсем çавăрнаççĕ. N. Вĕсем те, çынран юлас мар тесе (чтобы не отстать от прочих), тăрăшĕç; çул иртсе çӳрен куçне те çын ĕретлĕ курăнĕç. Емельк. Çынна çитмен çын. || Нередко передается по-русски словами другой, чужой, в смысле другой человек, чужой человек. N. Çынна усал ан сун, хăна йывăр пулĕ. Якейк. Çын çине шанать. Надеется на чужой карман. Çĕнтерчĕ 44. Вăл пур çинче çын айне кĕмĕп-ха, çын хури (= хурри) пулмăпăр. Пока он жив, меня никто не обидит. N. Тапак çынран анчах туртса пурнатăп. Я курю только чужой табак. В. С. Разум. КЧП. Эсĕ çавă сăмаха каламасан, ман çын мар вара (если ты не скажешь этого слова, ты для меня чужой). Г. А. Отрыв. Çын çинчи (вар. Çынти) — йывăç çинчи (т. е. до чужого горя никому нет дела. Послов.). N. Çын çинчи — йывăç çинчи: çыншăн çын кам васкакан пур? Сред. Юм. Çынтан илтнипе йăмахлать. Говорит только по слухам. Ib. Эсĕ шывва (= шыва) кĕме кайсан, эп те пырап, çынтан йолмастăп эп апла. Ib. Тар-чир çынтан çынна сикет. Тиф переходит от одного человека к другому. Ib. Килте ăсĕм те пирн пикех пôрнаççĕ те, çын çине тохсан, ăсĕм çын аллнпе кăвар туртаççĕ (чужими руками жар загребают), ôлпôт-хуçа пик çиç çӳреççĕ. Учите детей. Ачана хăнана та пит илсе çӳрес пулмасть, апла вăл çын тăрăх сĕтĕрнсе çӳреме вĕренет (привыкнет шататься на людях). Чăв.-к. Эпир çын хăюлă пулас çук, савнă сарă хĕре илес çук. N. Çак приккашчăк, ирĕклĕхе кĕрсе ӳкнипе, çынсен вăйĕ тăрăх анчах пурăна пуçланă. Собр. Çынăн (çыннĕ) картара теççĕ. (Послов.). Арçури. Çитмен пурнăç пирки-çке, çын куçĕнчен пăхатпăр. Ведь мы бываем в зависимости от других вследствие недостатков и нужды. Якейк. Çын корнă-корман карта тытса лартрĕ. Никто не заметил, хак поставил загородь. Ib. Çын сисиччен кил çавăрса лартрĕ. Никто не заметил, как он построился. Ib. Йăван çын сисиччен аланса пăрахрĕ (кăларса, вăрласа илни çинчен). Йăван аланнине (= авланнине) çын та сисмер. М. Тув. † Манăн савни ял урлă, калаçасси çын урлă (с ним или с нею приходится сноситься через других лиц). Сред. Юм. Çынна çисе çӳрет. Распространяет дурную славу о других. || Порядочный человек. Пазух. Эпир çынсем ăшне те халь кĕриччен, алăри ачасем те, ай, ар пулĕç. Ib. Кăвак кăвакарчăн, ай, çурчĕ çук, çын пек пулас тесен те, халь телей çук. N. Тавтапуç (сана?) çыру ярса тăнăшăн. Эсĕ çыру янипе эпĕ те çын пек пултăм. Нюш-к. Матки çын турĕ уна, теççĕ. Его сделала человеком (т. е. исправила) жена. Орау. Кăна тăхăнсан, çын манерлех пултăн, ĕнтĕ. Ала 70. † Аттепеле-анне канашлаççĕ, пире çын ĕретне кӳртесшĕн. Лашм. † Хуллен еррипе пурăнса, кĕрсе пулĕ-ши çын çине? С. Тим. Атте-анне пирĕншĕн мĕшĕн йĕрет?! — Çын тĕрлĕ çын çине кӳртесшĕн (хотят оставить нас после себя порядочными людьми). Бур. † Çынсем çинче çын пек пулам тесен, пирĕн турă панă телей çук. N. Хăвăн анкартинче тăватă капан тырру йăтăнса ларат, çапах та çын ĕретне кĕрсе пурăнаймастăн, тесе ларатăп хам ăшăмра. Изамб. Т. Çын евĕрлĕ пул. Веди себя хорошенько, как другие люди, по-людски. Сред. Юм. Çын пик лар! (Ачисĕне: чипер ларăр, тессине калаççĕ). N. Тĕрмене пăхса тăракансем çын евĕрлĕ пулчĕç; япаласем илсе пырсан, кӳртмеççĕ те: хушман! тесе çех кăçкăраççĕ. Собр. † Ай-хай, пуçăм, çамрăк чунăм, ыр çынсем тавра çаврăнать: ыр çын çине кĕрсе пулми? тет. N. Ман ача куккăшсем патне кайнă та, ăна, çын вырăнне хурса, лайăх пăхман, çавăнпа вара ман ачанăн кăмăл хуçăлнă (обиделся). В. С. Разум. КЧП. Хăй ырă çын пек утса çӳрет, хăйĕн ăшĕнче нимĕн те çук. Ходит как будто хороший человек, а у самого внутри пусто. Тим. Çын йĕркелĕ пурнас — жить по-людски. || Взрослый человек. СТИК. Çын кут çӳлĕш ӳсмен, пысăккисене хирĕç кăшкăрат, чĕлĕм туртат. (От горшка два вершка, а большим перечит, курит; говорят малĕньким детям). || Муж. N. Санăн çынну паян ирхине ста карĕ? Куда пошел твой муж сегодня утром? || Иногда обозначает мужчину. || Супруг или супруга. Собр. Ăна вара хăйĕн çынни тăват, тет (овладевает им). См. çĕлен. Ст. Чек. Çынпа çӳрет, знается с чужим мужем или женою. || Супружеская чета. N. Ĕлĕк пĕр вăхăтра пĕр ялта арлă-арăмлă çын пурăннă, вĕсем мĕскĕн çынсем пулнă. || Личность. Янгильд. Çул каякан çын карĕ ăнчах, Микита патне аслати çитрĕ те, калать: ма тăратрăн эсĕ вăл çынна? Вăл этем мар, вăл осал, вăл мантан вăтăр çол мăшкăласа çӳрерĕ. || О членах семьи. N. Исир çырнă: матку посылкă ячĕ, ашшĕ ячĕпе янă пулсан та ил эсĕ уна, тесе çырнă... Мĕле исир пĕлместĕр кам ячĕпе ярасса пĕр килти çын. || Хозяин. К.-Кушки. Айăп лашинче, çыннинче мар. Этому виною лошадь, а не ее хозяин... N. Çавăнпа чăвашсен те çынсеренех (в каждом доме), шкулра вĕренсе тухнă çынсем пулма кирлĕ. || Заказчик; посетитель. ТММ. Тимĕрçĕ çынсăр тăмĕ, арман çынсăр тăмĕ, юмăç çынсăр тăмĕ. (Поговорка). || Народ. Изамб. Т. Унта çын! унта çын! таçтĕлти те пур-тăр. Народу-то там! Со всех, поди, сторон. Юрк. Çăкăрсене, кулаçсене, хăпартусене, хуплусене, куклĕсене, пашалусене чăвашсем ытти çынсем пекех пĕçереççĕ. Толст. Вăл халăх çыннисем (эта народность) хăйсен чĕлхипе анчах калаçаççĕ. || Изображение человека, чучело человека. N. Юртан çынсем тăваççĕ. Сред. Юм. Ĕлĕк çын чирленĕ чухне киреметсĕне (киреметям) чустаран çын туса панă, тет. = Отпечаток человека. Сред. Юм. Çын ӳкерни. Хĕлле ачасĕм (таса йор çине лап выртса хăйсĕне йор çине ӳкереççĕ т. е. получаетс я отпечаток фигуры). || Житель. Хорачка. Перĕн Чикме çыньă первой тохса соха патне, Йӳрйӳрĕн эрне каран (спустя неделю после Юрьева дня). N. Кăшт калаçкаласан эпĕ ыйтрăм: вырăсла калаçма пит ăста-çке, ăçти çын пулатăн капла эсĕ? терĕм.— Чĕмпĕр кĕпĕрни, Пăва уясĕ, ялĕ Пăрăнтăк, терĕ. || Населенная территория. N. Кăрмăш çыньпе (с’ин’бэ) Етĕрне хошшинче. Между Курмышским и Ядринским уездами. || Употребл. в чувашизмах. Орау. Çынну (к нему) патне пырса перĕнеймăн: тумланнă, такăш тийăн. К нему и не подступишься: разодет, подумать, что невесть какое важное лицо. Шибач. Пĕр-ик эрнерен çын полать вара (чĕрĕлет). КС. Унта пурăнсан, çын пулат вăл (оправится). Ib. Эп ăна çын турăм (поставид на ноги). Чăв. й. пур. 35. Ăна кӳмесен çын пулаймĕ, кайран мана асăнăн, тенĕ. Альш. † Çын ăшне кĕрсе çитсессĕн (когда приду в возраст), мана атте уйăрать. (Хĕр йĕрри). N. Пур тăванĕсем те ăна чиртен чĕрĕлсе çын пуласса сунман. Изамб. Т. Мана, ик ачаллĕ çынна, кам илет. Кто возьмет меня (замуж), у меня, ведь, двое детей. Юрк. Арăмĕ, халиччен чей ĕçмен çын, тытăннă савăнса сăмаварне лартма. Янтик. Туйăм, туйăм, туй халăх, киле пырсан, çын пекех. N. Çын айне ан юлăр. Не давайте себя в обиду. ТХКА 82. Кĕçĕн ывăл пур ман, Ваньă ятлăскĕр, шкула каять вăл. Аслисем çын пулаççĕ ĕнтĕ.

çыпăçкала

учащ. ф. от гл. çыпăç. N. Карап ванчăкĕсем çумне çыпăçкаласа ишсе тухнă вĕсем.

çыр

(с’ыр, с’ир), писать. Янтик. Атте патне çыру çыртăм. Юрк. Çырса лараканни, ӳсĕрскер, ку çапла, мĕн каласса кĕтсе лараканскер, ларнă çĕртех çывăрса каят. Ib. Апла-капла çырмалла чухне мĕн çырмаллине вăл пӳртре каллĕ-маллĕ уткаласа çӳресе каласа çыртарат. N. Урăх ним çырма та пĕлместĕп. (Конец письма). N. Лашапа ĕнене сутнипе-сутманнине çырман. Орау. Виç уйăхчен кашни кун пĕрер сахат, икшер сахат киле-киле çыратьчĕ. Ib. Алли таçта аялалла çырса каять. Строчки сползали вниз. Ib. Пĕртте çырмасан кĕнеке вуланин нуммаях усси çук, пĕр маях çырнин те, кĕнеке вуламаçан, усси çук. КС. Çыранăнçи пек пулса ларать. Пытается писать. Бес. чув. 13. Акă, Керимулла, мĕн тесе çыраççĕ, терĕ те Микулай, çавăнтах вулама та тытăнчĕ. Турх. Сире те вĕсене çырманнипех çырмастăп (по той же причине). О сохр. здор. Кĕнекесем çине (в сочинениях) çыра-çыра хăварнă (об этом). Ала 2. Урăх нимĕскер те каласа çырма пĕлместĕп, айăп ан тăвăр мана. N. Манăн орăх çырмаллиях та çок. N. Çак пиçмона эсĕ ылтарлă çырнă (намеком, обиняками). N. Кона çыртăм питĕ вĕтĕ. N. Мĕн ыйтмаллине çырса пырас пулать. N. Уйăрса çырса яр (подробней). N. Вăрçă енне пит çырма хушмаççĕ. Баран. 59. Салтак пуçлăхĕсем вăрçăра чапа тухнине каласа çырнă кĕнекесем вулама юратнă. Ст. Чек. „Çырманах“ — выражает сожаление, укор, так как говорящее это слово лицо хочет (ему желательно), чтобы тот написал. N. Кайран малтан çыру-тăву пулмарĕ. || Чертить. Якейк. Йăвăç çине темĕскер çырнă (хăйăр çине çырнă). Шу çине темчол çырас тесен те çырияс çок. || Ткать решето. N. Ала сутна (у др. сутăн) илес çук, хамăр çырма пултаратпăр. || Заниматься канцелярской работой. Орау. Кантурта çырать (или: çырса пурнать). || Записывать. Нюш-к. Куна та çав Çеркей каланипе çырнă. И это я записал со слов Сергея. || Записывать в список. Юрк. Уччилник ачине (в ученики) çырмарĕç пулсан, юрĕ, терĕ (она). || Проводить борозду, пропахать межу. Виçĕ пус. 29. Çу каçиччен темиçе хутчен йăран çырса çумлаçа илеççĕ. ТХКА 15. Тырра йăран урлă каçса выракансем пирĕн ялта та пур çав. Ана пуçне кĕрсе çыраççĕ. || Резать воздух. Кан. Халь вĕсем унта та, кунта та, сывлăша çырса, кайăксем пек çӳреççĕ. || Предопределить (о судьбе). N. Этеме вилме çырнă. ЧП. Эпир те мĕн курасса, мĕн илтессе ларсаях çырнă пулĕ-тĕр туррисем. N. Пире çырнă хĕрĕсем. Юрк. Вăлах (т. е. пӳлĕхçĕ), чун çуралсан, пурăнăç çыраканни пулнă. N. † Пирĕн пуçа мĕн çырнине турăпалан пӳлĕх вăл пĕлĕ. Альш. † (Çавă) ятлă ачана ларчĕ-çырчĕ пĕр турă. N. Поçа мĕн çырнине корас полать. Микушк. Атте-анне чунтан саваймарĕ, турри пуçа ырă çырмарĕ (жалоба на судьбу). Ib. Турă пуçа çырни — çав пырать. Собр. Çиме çырман çăккăра çияймăн, çиме çырнă çăккăра шыв варĕнчен те тухса çийăн, теççĕ. (Послов.). Ст. Ганьк. Чун çуралса, чун ӳстерсе хурлăха çырмăсăнччĕ. Собр. † Аякран куртăм — вут çути, çитсе кураймарăм — хăйă çути. Çуралнă чухне çырнă ырлăхсене, ыйтса пĕлеймерĕм турăран. N. Пирĕн пуçа çырни хура вăрман урлă иртмĕ. Сред. Юм. Тор çырни полĕ-ха. Найдется, с которым судьба судила жить. (Говорят женщины, а также мужчины, не женатые). N. Кăçта ӳтĕм çĕрсе выртмала çырнă-ши? Ст. Шаймурз. † Савни-савни тиеççĕ, çырни-çырни пулмĕ-ха. ГТТ. Хăйне çапла çырнă. Такова его судьба.

çырăва вĕрен

учиться грамоте. N. Пире çырăва вĕренме пар. Отдай нас учиться. Ib. Апла пулсан та (однако) школтан аван çырăва вĕренсе тухрĕç, тет. ЧС. Вунă çула çитсен, эпĕ çырăва вĕренме пуçларăм. Юрк. Вĕсем çтисем, камсем, çта çырăва вĕреннĕ, епле вырăнта пурăнаççĕ? Ib. Эпĕ Чĕмпĕрте çырăва вĕреннĕ вăхăтра пĕрре çапла аттепе киле таврăнатпăр. Иваново. Ачуна çырăва вĕренме яратна?

çырла

(с’ырла), ягода. N. Эпĕ, пăхсан, илемлĕ, çисен, тутлă çырла пулăп. Юç. такăнт. 33. Эсĕ халь çырла пекех-ĕç. N. Çырли нумай та, çĕр сахал. Чăв. к. Çĕрти, çĕрти çырла шăрçа пек. С. Дув. † Хамăр савни çырланăн курăнать, те чун савса кăмăл кайнăран. N. Эпĕ вара киле тавăрăнса çырла чĕресси хатĕрле пуçларăм. Дик. леб. ЗЗ. Елиса çырларан тавăрăнакан пĕр карчăка тĕл пулать. N. Вĕсем, эпĕ çырла тупасран, мана кунта исе килнĕ. Çĕнтерчĕ 11. Асту, хура куç, çырла пит! Сĕт-к. † Çĕмĕрт мĕншĕн коллянать? Çырли хора полнăшăн. ЧП. Çырма тăрăх каяр çырлана. Сред. Юм. Çырла пик хĕр тесе пит таса, илемлĕ хĕре калаççĕ. Ib. Çорконне-кĕрконне, ăшă кôнсĕм пôлсан: паян çырла пиçет, теççĕ. КС. Çырла ачисем, дети, собирающие ягоды.

çырма-çатраллă

овражистый. Орау. Вĕсем уйĕ пит çырма-çатраллă.

çыхăну

связь, смычка, соединение, отношенне. Кан. Ку Литонихă вара, вĕсем патне арçынсене ярса, час-часах арлă çыхăнусем тутарма пуçлат. Ib. Самар хулинчи чăваш вĕренекен ачисемпе çыхăну тăвас тесе, пухăнса канашлама пуçларĕç, çитес кунсенче вечĕр, „çыхăну каçĕ“ тăвас теççĕ.

çиелте

(-дэ), наверху. Виçĕ пус. 12. Фосфоритсем вĕсем çĕр айĕнче çиелтерех тĕл пулкалаççĕ. Лашм. † Аялти те улача, çиелти те улача, пĕр-ик черкке эрех парсан, пирĕн кăмăл çиелте (мы вполне довольны).

Çил ашшĕ

назв. божества 2-го разряда. М. Васильев. Альш. Çил ашшĕне така. НТЧ. Эсĕ çил ашшĕпе амăшне пар (принеси этот ковш пива в жертву), вĕсем çичĕ тĕслĕ тырра-пулла сыхлаччăр. (Сăра чӳклени).

çын çилли чирĕ

назв. болезни. ЧС. Чăвашсем: çын çилли чирĕ пур, теççĕ. Вăл çакăнсан, пит шăнтать те пуса хĕстерсе ыраттарать, теççĕ... Кам-та-кам пĕр-пĕр çĕрте ятлаçнине курсан, çинчех, çиллисем ан çакăнччăр тесе, пĕр тăвар шăлĕпе пĕр ывçă кĕл кăларса тăкмасан (вĕçтермесен), вăл çынна çын çилли çакăнать вара, теççĕ вĕсем... Тата вĕсем кĕл вĕçтерес вырăнне пĕр курка шыв кăларса сапсан та юрать, теççĕ. Çын çилли ан çакăнтăр тесе, кĕл вĕçтернĕ чух, е шыв кăларса сапнă чух калаççĕ: çавăнпа çавсем вăрçнă çĕрте çӳрерĕм; çавăн çилли çакăнчĕ пулĕ, е унăн çилли çакăнчĕ пулсан та (кунта вăрçаканĕсенĕн ячĕсене калаççĕ), сирĕлтĕр, çак кĕл епле вĕçсе каять, çавăн пекех вĕçсе кайтăр, теççĕ. Çын çилли çакăнсан, вĕсем вĕревçе илсе пырса вĕртеççĕ, вĕртсен вара, каять, теççĕ. (Рассказ чувашина о том, как лечил его вĕрĕвçĕ от çын çилли). Вăл малтанах пĕр курка шыв илсе, ман пуç тавра темĕскер пăшăлтатса каласа виççĕ çавăрчĕ те, чӳрече виттĕр тулалла тăкрĕ. Çапла виççĕ курка пуç тавра çавăра-çавăра тăкрĕ. Унтан вара пĕр сăра курки шыв илчĕ, унта тăвар ячĕ те, шĕшлĕпе хайăрса, шывĕ çине сура-сура вĕре пуçларĕ. Вĕрме ак çапла пуçласа кайрĕ: е пĕсмĕлле, пĕр турă! Турăран ырлăх, этемрен сиплĕх; кун таврăнать — таврăнтăр, çĕр çаврăнать — çаврăнтăр; Атал урлă, Сăрă урлă килнĕ юмăç-карчăк, çавă вĕрет, çавă сурать... тет. Тата урăх та нумай каласа кайрĕ те, пурне те илтеймерĕм. Вĕрсе пĕтерсен сăра куркинчи таварлă-сурчăклă шывне мана ĕçме пачĕ. Шывне çăвара чикме çук, тăварлă, çапах та пулсан ирĕксĕрех ĕçсе ятăм.

çимĕк

(с’имэ̆к), назв. праздника, семик. Орау., К.-Кушки. Байглыч. Çимĕк, последний четверг перед троицей; в этом день проводили обязательное поминовение умерших. См. Магн. М. 185. Н. Седяк. Çимĕке чăвашсем эрне каç тăваççĕ, тройтсă умĕн. Çак каç вилнĕ çынсем киле таврăнать, теççĕ. Çăмарта пĕçереççĕ, кашни вилнĕ ачана пĕрер, çак çăмартасемпе выляса çӳрет, теççĕ. Хурăнташсене пуçтараççĕ, вара ĕçеççĕ, çиеççĕ. Хурамал. Çимĕке, акана иртерех пĕтерсессĕн, вырас çимĕкĕ умĕнчи кĕçнерникун тăваççĕ, акана час пĕтереймесессĕн, вырăс çимĕкĕ (троица) хыçĕнчи кĕçнерникун тăваççĕ. Аттик. Вĕсем пуринчен ытла çимĕк тенине мункун иртсен çичĕ эрнерен виçĕ кунччен пĕтĕм ĕçĕсене пăрахса уяççĕ. Тайба-Т. † Çимĕк çите пуçласан, хĕр пуçтарăнат урама; Хăят (назв. ярмарки в с. Кияти) çите пуçласан, хĕр саланат урамран. Сред. Юм. Çимĕке вилĕсĕм пыраççĕ. (Çимĕк ыран чôхне, ратил ыран тенĕ чохне, вилĕсĕм хăйсĕм вилнĕ киле пыраççĕ, тет). Якейк. Первайхи çимĕкчен çиччĕ шăва кĕрсен, е çич тьыха корсан, çын тепĕр çолталăкчен лайăх порнать, теççĕ. Ib. Çимĕкре пусăк пир кĕпи полсан та, çĕнĕ полтăр, мăнконта çĕтĕк полсан та, шорă полтăр. Регули 1198. Çимĕк тĕлĕнче килимарĕ вăл. Ib. 1188. Çимĕкренпе сумар выртать. Ib. Çимĕкчен онта порнатăп. СПВВ. ИА. Çимĕкрен чăваш хĕрĕсем вăйя тухаççĕ (начинают устраивать хороводы). Шурăм-п. Çуркунне, çемĕкчен шыва кĕме пуçларăн пулсассăн, çичче çитиччен кĕр, ахаль лайăх мар. Çимĕкчен е пĕртте кĕрес пулмасть, е çеччĕ кĕрес пулать. Ильково. Çимĕк виç эрне юлсан, çамрăк ачасем выляма пĕр-пĕр пушă вырăна тухаççĕ. N. Çимĕк çитеччен çиччĕ шыва кĕрес пулать, теççĕ. С. Дув. Çимĕк вăййи çичĕ эрне каç выляни килĕшет. Собр. † Çимĕк çич кун, терĕçе, çимĕк çич кун, терĕçĕ, ма çич эрне килмен-ши, ма çич эрне килмен-ши. ТХКА 34. Çимĕк сăрн ĕçме кăçал эпĕ хам арăмпа кукки патне карăм. Утăм № 1, 29. Çимĕкелле çав кĕриччен тавлашăва татасах, терĕç, çук çын ытла пит кӳтнĕрен пуянсем: чарасах, терĕç. Т. И.-Шем. Вилнĕ çынсене çимĕкре хывас йĕрке. Çимĕк çитес умĕн вилнĕ çынсене сăра туса хураççĕ. Вăл сăрана çимĕкре ĕçмелли сăраран ăрасна тăваççĕ. Унтан çимĕк умĕн кĕçнерникун ирех икерчĕ пĕçереççĕ. Чăн пирвайхи икерчине хуçа арăмĕ алăк патне чашкăсăр, çуртасăр, ахаль анчах вилнĕ çынсене хывать, унтан икерчине çемйипе ларса çиеççĕ. Сăра тунă чух та, ăсли ĕлкĕрсен, ăслине малтан вилнĕ çынсене хываççĕ, унтан хăйсем ĕçеççĕ, сăра сĕрнĕ чух та çапла тăваççĕ. Кăнтăрла сулăнса каçхи апат енне кайсан, кашни килĕре хăйсен çемйисемпе мункунти пекех алăк патне çуртасем çутса сĕтел лартса хываççĕ. Пĕр-пĕр килĕрен уйăрăлса тухнисем малтан тĕп çурта кайса тĕпри вилнĕ çынсене хываççĕ, унтан хăйсен килĕсенче хăйсен çемйинчи вилнĕ çынсене хываççĕ. Унтан каçхи апат тĕлĕнче кашни килĕрен икшерĕн, виçшерĕн лаша кӳлсе урапа çине, тарантас пуррисем непременно тăрантас çине минтерсем хурса ларса, лакăмпа сăра илсе, эрек илсе, масар çине каяççĕ. Масар çинче ăратни-ăратнипе хăйсен вилнĕ çыннисене пытарнă тăприсем патне пырса хываççĕ. Кашни ăратне хăйсен вилнĕ çыннисене ытти çынсен вилнĕ çыннисенчен ăрасна çĕре — пурте пĕр çĕре пытараççĕ, çавăнпа çимĕкре кашни ăратне хăйне ушкăн пуçтарăнса хываççĕ. Хываççĕ тӳрех çĕре, çимĕçпе пĕрле тата, камăн пурри, симĕс сухан хывать, унтан эрекпе сăра хываççĕ. Кашни татса пăрахмассерен вилнĕ çынсене асăнса: çавăн умĕнче пултăр, çавăн умĕнче пултăр, эпĕр асăнатпăр, эсĕр ан асăнăр, сĕт-кӳлĕ пултăр умăнта, теççĕ. Унтан вара çавăлтех ăратнипе ларса ĕçсе çиеççĕ; ĕçеççĕ ӳсĕрĕличченех, вара çĕрле пулас умĕн таврăнаççĕ. || Троица. Череп. СТИК. Çимĕке (к тронце) пурте сăра тăваççĕ. Ib. Çимĕк иртсен хыт-сухана тухаççĕ. Т. IV. Çăва çине çимĕке кайса, вилнĕ çынна асăнса ĕçсе-çисе юрламасан, ташламасассăн, вăл выртнă чухне те хурлансах выртат (ему бывает горько), теççĕ. || Назв. однодневной ярмарки. N. Çимĕк нумай полат: Микон-кон (9 мая) çимĕк, Хораç-ту (Вознесение) çимĕк, Явăш-кон çимĕк (за три дня до троицы) Троски-кон çимĕк (в день троицы). Якейк. Сар-кайăк, сар-кайăк, йăмăксене кортăн-и? Корсаттăмч, калаçсаттăмч, çимĕкрен çимĕке чопатьчĕç. В. С. Разум. КЧП. Халăх утать çимĕке хуп-хура та шап-шурă. || Назв. рыбы. Шибач. См. çимек пулли.

çимĕк каç

канун семика. Чăвшсем 21. Вăл тухатмăшсем çимĕк вăхăтĕнче пит алхасаççĕ, тет, çимĕк каç вĕсем пурте масар çине пухăнаççĕ, тет. Чуратч. Ц. Тухатмăшсен çимĕк каç пĕр-пĕр çĕре кайса çӳрес пулать, тет. Унсăрăн усалсем, каçхине пырса ăна вĕлереççĕ, тет. Ильмово. Тата çав симĕк каç кашни килтен сăра, эрек, тата тĕрлĕ çимĕçсем илсе масар çине вилнисене хывма каяççĕ. Вăсем çимĕçĕсене илеççĕ те, харпăр хăй тăванни тăпри çине тураççĕ. Туранă чухне ак çапла сăмахсем калаççĕ: акă сире тĕрлĕрен çимĕç хыватпăр, тата сăрапа хыватпăр, çак çимĕçпеле ĕçсе-çисе хавăнса (савăнса?) ташласа кайăр, эпир сире асăнар, эсир пире ан асăнăр. Пĕлни пулĕ, пĕлменни пулĕ, эсир ан асăнăр, ваттисем çамрăккисене валеçсе парăр. Пĕр турамран пин турам пултăр, теççĕ. Унтан вара эрексем, сăрасем ĕçеççĕ, тăпри çинче купăс каласа ташлаççĕ. Ĕçсе усĕрĕлсен, киле тавăрнаççĕ.

çип-çĕлен

красный тонкий червь, длиною от одного до полутора вершка; водится в болотах. Б. Аккоз. Çип-çĕлен çын ăшне кĕрет теççĕ; нумайăн кĕрсен, çынна вĕлерме те пултарать. Ст. Чек. Çип-çĕлен, червячок, неболыной, тонкий, живет в стоячей воде; попав в тело человека, вызывает опухоль. Слеп. Çип-çĕлен орана сăхать, тирет, шыçса каять (т. е. нога); орашне (= ора ăшне) шăтарса кĕрет. ДФФ. Тата ăншăрт ӳкнипе, çил хаярĕ ленкнипе, ие çыпăçнипе, е çип-çĕлен кĕнипе чире каять, тесе ĕненетчĕç. КС. Çип-çĕлен лаша хӳринчен (из конского волоса) пулать, теççĕ: урана кĕрсе каять те, ура юхакан пулать, теççĕ. Хурамал. Çип-çĕлен ăшăк шывра пурăнать. Вăл шурă, çип пек пулать, çурă аршăн тăршши; пĕр шит тăршшисем те пулаççĕ. Вĕсем çырмара хур-чĕпписем ăшне кĕреççĕ; хур-чĕпписем вара нумай пурăнмаççĕ, вилеççĕ. Шывра çӳренĕ чух çын урине кĕрет, теççĕ. Вăл ӳт ăшĕнче çиялтан кăна çӳрет. Ăна вара чăхха пусаççĕ те, чăхă ӳпкипе çавна çыхаççĕ; çип-çĕлен пулсан, çав ӳпке ăшне тухать, теççĕ.

çирĕмĕш

(стяжен. ф. порядк. числ. вм. çирĕммĕш, из çирĕм+ĕ+шĕ, т. е. колич. чис. с удвоенным афф. З-го л.), двадцать нз числа; двадцатый. Шел. II. 12. Б. Аккоз. Вĕсем пире тапанчĕç те, çирĕмĕшне вĕлерчĕç, вуннăшне амантрĕç. К.-Кушки. Кĕтӳри лашасенчен (лашасем хушшинчен) çирĕмĕшĕ уксах. См. çирĕммĕш.

çирĕп

(с’ирэ̆п), крепкий, прочный, твердый. Чотай. † Чавсу айне çытар хор, аллуна çирĕп туя тыт. N. Тăта йăвăçсем пирĕн патрн пек мар, питĕ çирĕп, тимĕр пекех. В. Ив. Çĕр мĕн чухлĕ çирĕпрех, вăрлăха çавăн чухлĕ ăшăкрах акаççĕ. || Твердо, крепко, прочно. N. Ытла уçă ан пол, хуна ху çирĕпрех порăнма т(ă)рăш. || Здоровый. || В перен. см. N. Вĕсем хăюллине, чейине, çирĕп калаçнине эпир хамăр та куркалатпăр. Калашн. 7. Кăкăрĕ айĕнче çирĕп шухăш пур.

çит

(с’ит, с’ит’), достигать, доходить, доезжать, добираться, прибывать. М.-Чолл. Кăвак кашкăр калать: ан, çитрĕмĕр (слезай, мы доехали). N. Манăн (или: мана) киле çитесси инçе мар. Мне недалеко до дома. N. Вĕсем хулана пилĕк çухрăм çитсе кĕреймен. Они не дошли до города пяти верст. Сĕт-к. Орапая йăвăр тиярăмăр та, аран лăчăртаттаркаласа çитсе (çитрĕмĕр). N. Çитейместпĕр халĕ. Мы пока еще не доехали (до дома и т. д.), еще довольно далеко. ЧП. Икĕ усламçă килеççĕ, тарăн вара çитеççĕ. Çитин-çитмин мĕн тăвас, тавар илмесĕр юлас мар. Тим-к. Пуп çав вăхăтра киле çитнĕ, Украк часрах тухса тарнипе пупа çитсе çулăнса вара киле тарнă. Регули 1158. Вăл ман пата çитрĕ. Ib. Сан пата çитиччен килтĕм. Ib. 1127. Эп чӳркӳ патне çитрĕм. Чӳркӳ патне çитичченех шу тăрать. В. С. Разум. КЧП. Кĕркури çитнĕшĕн хĕпĕртесе, киле çитрĕç. Дошли до дома, радуясь тому, что Г. прибыл домой (с военной службы). Б. Яныши. Тăррисем хитре йоррисене йорлама çитеççĕ (прилетают). Баран. 86. Эпĕ хам çитес тенĕ çĕре çитсе пыраттăм. Изамб. Т. Пăр (град) карттус çине ӳкет те, пуçĕ патне çитеймест. Хора-к. † Ати кил-хошши çитмĕл отăм, çитмĕл отăма çитсессĕн атин килĕ полĕччĕ. (Свад. п.). Истор. Çар ертсе çӳренĕ чух вăл пĕр çĕртен тепĕр çĕре вĕçен-кайăк пек час çите-çите ӳкнĕ. N. Ыран тăват сехет тĕлнелле, завтра, приблизительно часам к четырем (тăват сехете — значило бы, чтобы в четыре часа быть здесь). || Догонять. Яргуньк. Кайсан-кайсан, çав лашана çите пырать (начал догонять), тет. Чураль-к. Лăпăрлă карчăк çите килет (догоняет, настигает), çӳхеме те çисе ячĕ, хама та çисе ярать. || Заставать, настигать. В. С. Разум. КЧП. Эпир авăн çапнă чух çăмăр çитсе çапрĕ. N. Ăшăмри чĕрем хускалчĕ, вилĕм хăрушăлăхĕ çитрĕ мана: хăраса чĕтĕресе тăратăп. Баран. 22. Вĕсем (гнус, насекомые) выльăха чĕрĕлех çисе ярасса çитеççĕ. || Доходить числом. Çутт. 142. Йăвăç пахчи пысăках мар, вăтăр ӳлмуççие анчах çите пырать (приблизительно доходит до тридцати корней). Чĕр. чун. яп. й-к. пур. 11. Сакăр пине çитсе перĕнет вĕт вĕсен шучĕ. N. Чĕмпĕртн чăваш шкулĕ те, 1862-мĕш çулта пĕр ачаран пуçланса 1870-мĕш çулта 9 ачана çитсе, шкул хисепне кĕнĕ. N. Пилĕк тапхăрччен хĕрĕхшер хут, хĕрĕхе пĕрре çитми суран туса çаптарнă. Арзад. 1908, 54. Инке пĕр купăста йăранĕнчен 15 пуç, тепринчен малтанхине З пуç çитейми каснă. Кратк. расск. 26. Эпĕ çĕр çинче çӳре пуçлани çĕр вăтар çул ĕнтĕ; çапах аттем-аннем çулĕсене нумай çитеймест манăн кун-çулсем, тенĕ. Орау. Вун çичче çитесси манăн тата пĕр уйăх; вунçич çул тултарма манăн пĕр уйăх çитмест. Мне недостает до семнадцати лет одного месяца. Регули 906. Воннă ут патнех çите пыратьчĕ. Было лошадей с десять. || Дожить, „достукаться“. N. Тĕнче тăрăх кайма патнех çитрĕмĕр ĕнтĕ, тенĕ Иван Петрович, хăйĕн юлашки ĕнине хырçăшăн илсе кайсассăн. Дожили (достукались) до того, что пришлось итти по миру, сказал Иван Петрович, после того, как увели у него последнюю корову за подати. N. Ситмĕле çитрĕм. Мне исполнилось 70 лет. Савруши. Çапла ĕнтĕ юлашки кун патне çитеççĕ (наступает...). N. Вилĕм ĕçне çитетпĕр. || Переходить, заражать (о болезни). Трахома. Упăшки чирĕ алшăлли тăрăх арăмне те çитрĕ. || Посетить, побывать. N. Ваçан çав арçын-юмăç патне те çитнĕ (посетил). Курм. Эпĕ Москова та çитнĕ. Я был и в Москве. N. Миçе хулана çитрĕмĕр, хамăр ял этемми курман. Во сколькях городах побывали, а своих деревенских не встретили. N. Халер аллă яла çитнĕ. Холера посетила пятьдесят селений. Кан. Кун пирки ĕç сута та çитсе пăхрĕ. Это дело побывало и в суде. Юрк. Виç-тăват çул хушшинче ку виç-тăват приказа çитет (перебывал в трех-четырех приказах). Ib. Çитнĕ çĕрте çырла темĕн чухлехчĕ. || Исполняться. N. Шухăшланă шухăш та тепĕр чухне (иногда) çитмес. N. Ун урлă калани çитнĕ. Шорк. Эпĕ шухăшлап та, çав авалхи çынсем сомаххи ман тĕлĕн (в отношении меня) çитсех пурать. Б. Яуши. Кушак çул урлă каçсан, ĕмĕтленнĕ ĕмĕт çитмест, теççĕ. (Поверье). Ала 62°. † Сирĕн пиллĕх пире çитес пулсан, ирхи сывлăш шывпе ким юхтăр; сирĕн пиллĕх пире çитмесен, Шурă Атăл çинче ким лартăр. || Доставаться; постигать. Хĕн-хур. Çынна хĕн-хур тăвакана тивлет çитмест (не даруется). Ст. Ганьк. Çав ылттăн хурт пылне хăçан та хăçан йӳçĕ çитерĕ, çавăн чухне çак çынна йӳçĕ çиттĕр. N. Мана мĕн çитсе ларчĕ, çавна эсĕ те асăнтах тытса çӳре. Ман çине çитни сан çине те çитмелле. N. Ĕçе тӳррипе тумасан, сирĕн çине ун çилли çитĕ. N. Сан суту пĕр сехетрех çитрĕ, тийĕç. N. Ăна та мĕн те пулсан çитĕ-ха. N. Кам пире çитнĕ инкекрен хăтарĕ-ши? || Достигать апогея. Орау. Эх, мăнтарăн çанталăкĕ! Пирĕн кун-çул çите пуçларĕ (какая благодать весною). Кан. Ак çитрĕ пурнăç. Альш. Ял çыннисем тиркешмесен, çитнĕ манăн пурăнăç. Ала 103°. † Ати лаши — сар лаша, кӳлтĕм тоххрăм чопмашкăн. Хампа ларттрăм сарă хĕр, сарай тавра çавăрăнтăм, ĕмĕр çитнĕн туйăнчĕ. || Доставать, быть достаточным, хватать. Альш. Пурне те çитнĕ чыс (угощене). Никам кăмăлĕ шăранмасăр юлни çук. Ib. † Улма йывăççине пас тытнă, ан чарăрсем, тăвансем: пире чыс çитнĕ. (Застольная песня). N. Кĕнеке çитмен пирки (от недостатка) сан патна вулама çӳреме тивет. Истор. Эсир мана кашни килĕрен виçшер кăвакарчăн, тата виçшер çерçи тытса парăр та, çитĕ (и довольно). N. Сире сахалпа çитес çук (малого количества вам недостаточно), сахалтан та (самое меньшее) сире пĕр пăт кирлĕ. N. Эх, çитмен пуранăç, мĕн чухлĕ çынна эсĕ тĕттĕме хăвартăн! N. Ачасемпе калаçса пăхасчĕ пирĕн, ун чухне мана ĕмĕр çитнĕн туйăнĕччĕ вара. ССО. Таванăмсем! пытанса выртасси çитĕ ĕнтĕ! О сохр. здор. Тӳшек питне малтан каланă пек вĕри шывпа вĕретсе тасат, вара çатрĕ те (вот и всё). N. Эпĕ мĕн çитменшĕн хамаăн чи çывах çыннăма сирĕн аллăра парăп? Чем люди живы. Симунăн вара пурăнăçĕ çитсе тăра пуçланă. Семен стал жить в достатке. Изамб. Т. Мункунта укçа илни çитмес (недостаточно того, что...), çăмартине те, хăпартуне те пухса çӳреççĕ (попы). Ib. Çитменнипе лашана сутса ятăмăр. N. Çитменнине тата атти (анни) пырса кĕчĕ. Ой-к. † Пус-кил арĕм сӳс тĕвет; эп те тĕвем, терĕм те, кисип çитмеç, терĕ, тет. Кисип илме карăм та, йăтти хăр-хам! терĕ, тет. Регули 247. Окçа çитменрен (scr. çитменирен) çӳремест вăл. Он не путешествует потому, что у него недостает денег. Ст. Шаймурз. † Шур кăвакал чĕпписем кӳл-кӳл урлă, сĕлĕ сапса сĕлĕ çитмерĕ. Н. Сунар. Халĕ ĕнтĕ, ватăлсассăн, ĕçлеме вăй çитейми пуçларĕ те, вăл мана хăваласа ячĕ, тенĕ. Н. Сунар. Вăл ĕлĕк çамрăк чухне аван ĕçленĕ те, халĕ, ватăлсан, унăн ĕçлеме вăйĕ çитейми пулнă. Качал. Патша хĕрĕ курчĕ, тит те, çакна, калать, тит: ма килтĕн, Йăван, тесе каларĕ, тит. Эпĕ пĕтни çитмеçт-и? Кай, атту пĕтетĕн эс те, тесе каларĕ, тит (она). Пазух. Сирĕн пек ырă çын, ай, умĕнче тата тутлă чĕлхем, ай, çитмерĕ. Кожар. Пичĕшин, кахаллипе ĕçлемесĕр пурăнса, çиме те çитми пулнă. Его старший брат стал скудаться едой. Юрк. Чиркĕве кĕрсен, çав аллинчи çуртисене кашни турăш умне çутса ларта пуçлат. Пурин умне те пĕрер çурта лартсан, пĕр турăш умне лартма çурта çитмест. Ib. Сана уйăрса пани çитмен халĕ. Мана мĕн чухлĕ патăр? N. Пурăнăç çитмен пирки выçăллă-тутăллă пурăнса аран ӳскелерĕм. ЧС. Ачасене татах тем çитмес: кушилти çăмартана капăр (вдруг, сразу) тăкса яраççĕ те, пĕри те пĕри илес тесе, сыранса ӳкеççĕ. N. Вăл панипе çитмерĕ. Данного им не хватило. N. Саххăрпа çитет поль. Сахару-то, поди, достаточно (т. е. больше не надо). N. Ĕлĕк пирĕн нихçан та çиме çитместчĕ. Якейк. Эс мана окçа тыр вырнăшăн кĕт çитимирах патăн (не додал). Ib. Çорт лартма Иванăн хатĕр çите пырать. Иван почти что приготовил материал для стройки. Яжутк. Çулталăкне çĕр сумпа çите. Будет достаточно ста (ассигнованных) рублей в год. Юрк. Çĕнĕ-çын чухне хунямăшне пĕр витре шыв карташĕнчи пуссинчен кӳрсе пама ӳркенекен çынна, халĕ тата таçтан аякран та пулин ирĕксĕр тултас пулат. Ахаль те чăлах япалана, наяна, çитнĕ те... тытăнат хуняшшĕне: пус та туса памарĕ, тесе, вăрçма. Собр. Ĕçсе çитнĕ, тек ĕçсе капан тăвас çук, теççĕ. Йӳç. такăнт. 37. Ну, кум, ан ятла çисе те, ĕçсе те çитрĕ. Манăн каяс ĕнтĕ, питĕ ĕçсĕр пултăм. || Касаться. N. Лашине куритене çитмеллех кăкарман. || Сравняться. Янш.-Норв. Тĕр таврашĕнчен вара ăна çитекенни те çук: ăна хуть те мĕнле тĕр пуçласа пар, вăл ăна пĕр самантах тума вĕренет. Собр. Тӳрĕ пурăннине ним те çитмĕ, теççĕ. (Послов.). N. Ача-пăчана ху куç умĕнче тытнине нимĕн те çитмест. N. Вĕсен çулчисене, кăларичченех (до вырытия корнеплодов), татманнине нимĕн те çитмест (лучше всего не рвать). N. Нумай тĕрлĕ суран пур, чĕре суранне çитеймест. N. Эсир ăçта мана çитме! Тăв. 37. Ну-у, кăна уш ан кала та. Ваньккана Кирукăн çитме питĕ инçе. N. Ку Якор патне çитес çок. Ему с Егором не сравняться. С. Айб. † Нумай пĕтет, сахал çитет, пĕрле тăнине мĕн çитет? || Приближаться. N. † Хăят çите пуçласан, хĕр пухăнать урама; Хăят çитсе иртсессĕн, хĕр саланат урамран. СТИК. Эс миçере? — Çирĕмре.— Эй сана салтака кайма вăхăт çите пырат иккен! (Выражает близость солдатчины, не указывая на приближение во времени). || Успевать, подоспевать. С. Айб. † Савнă тусăм аса килнĕ чух çитеймерĕм эпĕ чыспала. БАБ. Ку тукатмăш хĕвел аннă вăхăтра вилчĕ те, çĕрле пулса çитиччен ун вилни çинчен пĕтĕм ял пĕлсе çитрĕ. Собр. † Пире курайман тăшмансенĕн куçĕ ăçтан курса çитет-ши? Орау. Иванĕпе Макарĕ çитнĕ те унта (уж там, везде поспевают шедьмецы)! В. С. Разум. КЧП. Вăл килессе кĕтех тăрса урока çитеймерĕм. || Вернуться, обратиться на... N. Хам тунă йăнăшсем хамах çитрĕç, вĕсем пуçăм çинчи çӳçрей те йышлăланчĕç. Нижар. † Кайăк-хур пырать картипе, кайри мала иртминччĕ: эпир çакăнта ĕçсе çисе юрлани хамăр хыçран çитминччĕ. || Наступать. Юрк. Çитес пин те тăхăрçĕрмĕш çулта. В будущем 1900 году. Орау. Çитес хĕлте (будущею зимою) кĕлетне кăлараймăпăр-и-ха, сыв пулсан! Четырлч. Çитнĕ çулхи (наступившего года) куланай пулат, çак парăмсене тырă пулнă çул пурне те ытаççĕ. Якейк. Пирн те каяс çиттĕр поль. Поди и нам наступила пора уходить. (уезжать). СТИК. Çитес вырсарникун, çитес эрнере, çитес уйăхра. (В этих выражениях „килес“ не употребляют). Ib. Çитес праçникре тата килĕр. Кан. Етĕрнери эрех савăчĕ-çуртне çитес кунсенчех юсаса çитереççĕ (кончат ремонтировать). ТХКА. Тăхти, çитес çул клевĕр лартам-ха, сана вара клевĕр пăтти пĕçерсе парам, клевĕр кукли туса çитерем. Чхĕйп. Вара вăлсам çитес каç, юпа тăвас тенĕ чух, пĕр пĕчĕк сĕтел, тата тепĕр пĕчĕк пукан туса хатĕрленĕ. ГТТ. Ваттисенче вилнĕ. Умер (-ла) в старости. N. Анчах вăл вăхăт çитсех çитмен пулĕ ахăр (видно еще не совсем наступило). N. Ача çурални сакăр кун çитсен (когда исполнится в дней со дня рождения ребенка). ЧС. Манăн асанне вилни пилĕк çул çитет ĕнтĕ. НАК. Киле каяс вăхăт çитерехпеле, когда уже приближалось время отъезда. || В качестве вспомог. гл. N. Новгород пĕтĕмпех пĕтсе çитнĕ. Баран. 107. Тинех вара вĕллере йĕрке килсе çитет (наступает порядок). N. Вĕренсе çитсе кĕнеке вулăр, хытă çĕре кăпăк тăвăр. Ала 62. Пурте ларса çитсен, когда все усядутся. Ib. 80. Ĕçсе-çисе çитсессĕн, вырттарса çывратрĕç старике. Чăвашсем. Çутăлса çитсен, когда рассвело (-ет). Пĕтĕмпе тĕттĕм пулса çитсен, когда совсем потемнело (-ет). Виçĕ пус. 17. Начарланса çитет. В. С. Разум. КЧП. Микулай ӳссе çитнĕ. О сохр. здор. Пирĕн ĕçе çавăн пек: тасалса та çитме çук (т. е. не находишь времени привести себя в порядок). N. Çамрăк ачасем салтака кайиччен нумай вĕренсе çитеççĕ. N. Мĕнле ку чиновниксем, улпутсем пит „кăмăллă“ пулса çитрĕç? N. Килсе çитнĕ. N. Пурăнсан-пурăнсан, хай чир чиперех пусмăрласа çитет. N. Начарланнăçем начарланса çитнĕ. Чума. Вăй-хăвачĕ пĕтĕмпех пĕтсе çитнĕ (у нее). N. Выльăхсем самăрланса çитрĕç. Цив. Çырмана лашасене тытма пырса çитрĕ. Н. Сунар. Вăл ман пата чупса çитсе (подбежав), мана калар. Бес. чув. 4—5. Ун çинчен: ку пуйса çитрĕ, теме те юратьчĕ. N. Кунта халăх пайтах пуçтарăнса çитнĕ иккен. СВТ. Тата ача пĕр-пĕр чирпе чирлĕ пулсассăн та, сывалса çитиччен ăна шатра касма юрамасть, теççĕ. Альш. † Ӳссе пĕвĕм çитсессĕн, эпĕ усал пултăм-и? (Хĕр Йĕрри). N. Вĕсем мана эпĕ аптăраса çитнĕ вăхăтра кклсе тапăнчĕç. N. Курăк ирхине чечеке ларса çитет. N. Сан хаярлă-хунтан хăраса çитрĕмер. N. Сывлăшăм пĕтсе çитрĕ. N. Шăп тăват сехет тĕлне килсе çитрĕ. Пришед ровно в четыре часа (секунда в секунду, без опоздания). || Быть готовым (доходить до того, что...). Юрк. Хăшне пăхнă, ăна, юратлипе ытараймасăр, чуп-туса илессе çитетĕн. Н. Шинкусы. Тем парасса çитнĕ. Был готов отдать не знаю что. См. ахаль ту. БАБ. Юман хăй тĕреклĕ, çирĕп те, кăмпи те хăватлă теççĕ, курăнать; таçтан илессе çитеççĕ сассим (готовы взять откуда бы ни было). || В чувашизмах. Четыре пути. Çитĕнсен евчĕсем ăçтан çитнĕ унтан (отовсюду) пыра пуçларĕç. N. Ăçта çитнĕ унта, куда ни пойдешь — всюду... N. Ăçтан çитнĕ унтан, со всех сторон, отовсюду. ТММ. Ăçтан çитнĕ туйăма, кушак пуç пек хыпама.

çу-каçа

в течение лета. Çĕнтерчĕ 7. Çу-каçа виççĕн тан ĕçлени ахалех сая кайрĕ. Чт. по пчел. № 17. Çирĕм вĕлле пулсан та, çу-каçа хуртсем таврашĕнче тавлăкра пĕрер сехет (по часу в сутки) ĕçлени çитет. ТХКА 39. Çу-каçа вĕсем тата тӳрленчĕç, ӳсрĕç, амăшĕ пекех пулчĕç. N. Эпĕ ĕнтĕ килти хыпара пĕлменни пĕр çу-каçа карăм (так!).

çу кунĕ

лето, летнее время. Альш. † Юхма шывăн сулхăнĕ, çунат чĕре çу кунĕ. Баран. 136. Çу кунĕ лаша хĕллехинчен ытларах тарлать. Ib. 90. Пур çĕрте те çу кунĕ: унта йывăç пахчи ешерсе ларать, çимĕçĕ ӳссе çитĕнет, лере хир тулли тырă-пулă ӳсет. Ib. Çу-кунĕнчех аллăна тăм илĕ. Ib. 22. Вăрманта çу кунĕ ĕçлеме чаракан урăх тăшман та нумай. О сохр. здор. Çу кунĕнче пĕртте ура сырмасăр çӳреме те лайăх. Ib. Вĕсем (пчелы) çу кунĕнче пĕр ӳркенмесĕр, ывăна пĕлмесĕр ирхи куна каçчен ĕçлесе, хăйсен хуçине уса кӳреççĕ. Ib. Çу кунĕнчех вăйлă çунă çумăрпа хытă йĕпенсен... N. Çу конче астăварах порăнăр.

çуйăх

çойăх (с’уjы̆х, c’оjы̆х), кричать, визжать, шуметь. Шибач. Ан çойăх. Не кричи! (у КС — не визжи). Эльбарус. Çавăн пек такçанчченех выллясан-выллясан, çойăхнă сасса илтсе пирĕн патра чăн-чăн стрелоках таçтан сикрĕ-тохрĕ те, кăçкăрса яра пачĕ: эсир мĕн тума çойăхаттăр çав таранччен? Стрелокран хăраса эпир кайран пĕре те çойăхмарăмăр. Хорачка. Çойăхса лараччă хĕрарăмсам, пĕрне пĕрн колса, кĕçенсе. ППТ. Пĕчĕккисем çуйăхаççĕ анчах, пысăккисем еретлĕçеççĕ хытланса çуреççĕ. (Сĕрен). Толст. Вĕсем тата хытăрах кулкаласа, çуйăхса малалла ише (плыть) пуçларĕç. Орау. Пулать кам... тăваççĕ япала таккулхах çав каккăр ăшăнче темскер çуйăхса ларать (о грамофоне). Альш. Ну, ку çĕлен çуйăхса килет, тет. Бгтр. Вăсем кайнă чох, арçори пĕре малта кăшкăрса, çойăхса пырать, тет. Ерк. 9. Шăпăрне каларать, ӳлесе ахăрать, вăрмантн арçури пек çуйăхса шăхăрать. КС. Тăмана çуйăхать (кричит), тĕвиклетет. Ib. Йăтă çуйăхать. Собака визжит (но: улать — воет). Ib. Йытта уринчен алтуйипе петĕм те, йытă, урине çĕклесе, çуйăхса карĕ (побежала с визгом). Çутт. 84. Пуян тавраш килĕнче сысна çури çуйăхать. || Скрипеть (особо). КС. Сĕрмен урапа çуйăхса пырать, макăрса пырать.

çуйват

кричать, шуметь. Букв. 1904. Пӳрт патне темĕн чухлĕ ача-пăча пуçтарăннă. Вĕсем мана пĕр чарăнмасăр: вăрă, вăрă, хăмла çырли вăрри! тесе çуйватаççĕ.

çук

çок (с’ук, с’ок), несуществующий; часто передается русским нет. КАЯ. Çук вăрманта, шăтман хурăн кутĕнче çуратман мулкачă выртать. (Из наговора). ТММ. Тăван анне пек шанчăклă тус çук (с русск.). Изамб. Т. Эпĕ ик-виç кун йĕре-йĕре шырарăм; çук, тупаймарăм (нет, не нашел). N. Кунта та ыриях (= ырриех) çук. И здесь ничего хорошего нет. Регули 536. Çок, эс мана олталимăн! Нет, ты меня не обманешь! Якейк. Конта мана çиман çынĕ çок. Здесь обо мне все злословят. N. † Пирĕн улăхра (чит. улахра) Якку çук, куçа-куçăн пăхасси çук (вар. мăйăр чиксе тухасси çук). N. Пирĕн валалла ĕмĕтленмели çок ĕнтĕ! (Гов. старик о своей дальнейшей жизни). Нюш-к. Ним çукран (от нечего делать) нимĕр (или: ним çукран нимĕр çиес. Поговорка). Регули 356. Эп пытăм онта; старик килте çокчĕ (старика не было дома), вăрмана кайнăччĕ. Ib. 405. Вăл паян чӳркӳре çокчĕ (чуркӳре корăнмарĕ). Ib. 421. Онта утсам çок, онта пăлансам анчах. Ib. 423. Эп çок полăп онта (у др. эп унта пулмăп). Ib. 27. Эп паян каймаллаччĕ, утсам çок полчĕç (не случилось лошадей). Ib. 1230. Халь окçа çок полчĕ (не случилось денег), эп она ӳлĕм килме каларăм (велел). Ib. 45. Онта нимĕн çок пăхмалли. Там смотреть нечего. Баран. 100. Типĕ кунсенче ĕççыннине унсăр пуçне (без овощей) пурăнма та çук. Вомбу-к. † Тохас текен хĕр пор-и, илес текен ачи пор, лаç пор, лапас пор, ут çок та пӳрт çок. (Авалхи туй юрринчен). Кан. Вĕллесенче пыл çителĕклĕ çук пулсан, хуртсене сахăр шывĕпе тăрантмалла. Слакбаш. Унта йытти те çук! Там нет ни собаки! (т. е. нет никого). Изамб. Т. Сирĕн ĕçĕртен те çук, вăййăртан та çук. У вас нет ни работы, ни игры (ни уменья играть). N. Ура-алăсем, пилĕк-çурăмсем пĕрте çук (т, е. болят, отказываются от работы). || Пустой, ложный. Собр. Пире курайман тăшмансем çук сăмахсене пур тăваççĕ (измышляют ложное). || Не стоит. Орау. Ăна тумаллăх та çук. Ib. Унта калаçмаллăх та çук. Ib. Ăна памаллăх та çук, час паримасть вĕт вăл калле (не скоро отдаст). || Употребляется во многих чувашизмах. Орау. Кăçал çуркунне тырă пулмасть, тесе, никам та калас çук (никто не скажет). N. Вĕсем тӳрленесси çук ĕнтĕ. Им уже не исправиться. Юрк. Вăл туман пулсан, эпир нимĕн те тăвас çук. Кабы не он, мы ничего бы не поделали. N. Кăнтăрла ăсене те тухма çук, пире те тухма çук. N. Илессӳ çук эс мана. Ты меня не возьмешь замуж. Регули 379. Эс она йăтас çок. Тебе его не поднять. Ib. 75. Эсĕр ĕçлес çок. Вы не будете работать. Ib. 70. Манăн паян ним те ĕçлес çок. У меня сегодня нет никакой работы. Ib. 76. Эп ĕçлес çок конта. Я не буду здесь работать. N. Хăйсем тăранни çук, варланни, путни анчах. Они не наелись, а только перепачкались и перевязли. Янтик. Ман кунта никампа калаçмалли те çук. Мне здесь не с кем говорить. Ib. Ман кунта ним сăмахламалли те çук. Мне здесь нечего (не о чем говорить). Ib. Ман кунта никампа калаçма та çук. Мне здесь не с кем и поговорить (ни с кем не надо говорить). Якейк. Ман паян ниста та каймалли çук. Я сегодня никуда не должен итти. Ib. Нистан та ман окçа илмелли çок. Мне неоткуда взять денег. Ib. Ман никам патне те тохса çуремелли çок. Мне не к кому сходить. Сред. Юм. Эс хôлана амма каян? — Ахалех, корма çиç каяп.— Корма çиç каяс пôлсан ôнчол çӳресси те çôк (нечего и ходить, нет необходимости и итти). Чăв. и. пур. З. Эрех пулсан, пурте пулать: çука та пур тăваççĕ, курнине те курман пулаççĕ. N. Вуник тенкĕсĕр çук. Дешевле 12 руб. не окупишь. Без 12 руб. не обойдешься. N. Манан конта никампа поплесе кăмăла оçма (развлечься) та çок. ЧС. Халь курас килет те, халь çук ĕнтĕ курмалли. Пазух. Эп вăрмана карăм çук (не хаживала), кукăр йывăç касрăм çук (не рубливала); эп усала карăм çук (не выходила), усал çумне выртрăм çук (не лежала). Усал çумне выртиччен, ыррăн ури-вĕçне вырт. Орау. Вăл ахаль калаçать, унăн ăна тăвасси те çук. В. С. Разум. КЧП. Мĕн туса çӳрен унта (зачем ты будешь ходить в школу), вĕренессӳ çук сан (не будешь учиться), эсĕ ахаль ĕçрен таратăн. N. Ырă йывăç усал çимĕç кӳни çук. Не бывает того, чтобы хорошее дерево принесло дурные плоды. Ау 169. † Шурă хăва каснă çукчĕ (не случалось рубить), ывăнтарчĕ хулсене; йывăр хуйхă курнă çукчĕ, çурчĕ çамрăк чĕрене. Собр. Кирек те хăш пӳрнене çыртсан та, ыратмасăр çук (непременно заболит), теççĕ. (Послов.). || Нельзя. N. Çырмалли тата нумайччĕ, анчах кунта нимĕн те çырма çук. Альш. Унтан вара Пукрав ерни тухмасăр ниçта кайма та çук. N. Унта каймасан çук. Нельзя не пойти туда. N. Малашне те çапла пулас пулсан, пĕтрĕн вара!... кăна мĕнле те пулсан тумасан çук (как-нибудь да надо сделать). Орау. Ачи аван вĕренет, ятлама çук. Мальчик учится хорошо, похаять нельзя. Коракыш. Хамăн каймасăр çук-ха, хамăн каяс-ха. Мне необходимо итти (туда) самому. Убеева. Манăн вĕренме каяс килет, анчах аттесенчен иртме çук, тет. Кан. Ача-пăча кĕнекине кун пек йăнăш ярса тултарнине чăтма çуках (нельзя выносить). О сохр. здор. Ĕçлекен çыннăн канмасăр пурăнма çук (без отдыха нельзя жить). N. Курăса (курса, курс) никам аллине пама çук (поручить некому). Альш. Тырă пулнă кăçал калама çук аван (несказанно хорошо). || N. Сан тăшманусем пултарас çука шухăш тытса тăраççĕ. || Недостаток, нужда. ЧП. Эпĕ çамрăк пĕве ӳстертĕм çук та пур хушшинче. N. Çук пирки тарăхса пурăнаççĕ (бедствуют). || Бедный, неимущий. Хора-к. Пор поршăн коллянать, тет, çок çокшăн коллянать. Ск. и пред. чув. 71. Анчах асту: Михетер хĕрне памаст çукалла (в бедную семью). N. Тăван-йыш, хута кĕрекен хуйхăлă чух пулăшать, çука пани вĕсенчен те ытла çĕклет. N. Çуксем, бедняки. || Бедность. ТММ. Çукăм çукпа пултăр, пуррăм хампа пултăр. Ib. Пуянлăхăм пур, çукăм çитмест. (Поговорка). || Пустяки. Юрк. Унта çукпа кун ирттерсе лармалла тăватăн (заставляешь проводить день за пустяками). Ib. (Хаярскер) вĕсене те хăш чухне çукшăн (из-за пустяков) ятласа пăрахат. Орау. Çукпа хăтланмаçть. Пустыми, бесполезными делами не занимается. Ib. Çукпа çӳремеçт. За пустяками не гонится. N. Епле эсир мана çукпа йăпатасшăн? N. Ĕçсĕр ирттернинчен ытла тата çука калаçакан, тĕпчесе çӳрекен пулса каяççĕ. N. Мана курма тесе кĕрекен çука калаççĕ.

çука юл

обеднеть. ЧС. Унпала çука юлас пур-и мĕн? Разве от этого обеднеешь? N. Хам та вара вăйран кайса тăшмансенченех çука юлам. Изванк. Çук пуян çука юлат, теççĕ. (Послов.). Толст. Çак ачасен ашшĕпе амăшĕ çука юлнă çемĕн юлса пынă, тет. Бес. Вĕсем хăйсем, çав лаша вилсен, ялан çукран çука юла пуçланă.

çуклăх

бедность, недостаток, нехватки. N. Вĕсем тĕттĕмре вилĕм мĕлки айĕнче ларнă, çуклăхра тимĕрпе тимĕрленсе тăнă. Орау. Çуклăх пурне те вĕрентет. Бедность всему научит. Юрк. Ун çине çуклăхпа (по бедности) йывăç хĕрес те лартаймарăмăр, терĕ.

çул

çол (с’ул, с’ол), год. Альш. Çакă улт-çичĕ çул хушшинче, за последние за эти 6—7 лет. Ст. Чек. Укçипе пĕр çул вăкăр, пĕр çул тына илеççĕ. N. Пин те пилĕкçĕр аллăмĕш çулсенче, приблизительно в 1550 году. Н. Карм. Ефим пичче вилни икĕ çул ытла ĕнтĕ (уже больше двух лет, как...). ТХКА 69. Выçлăх çулне, ытти ачасемпе пĕрле, ман шăллăма та Мускăва илсе кайнăччĕ. Чт. по пчел. № 17. Пĕр сакăр çул пулĕ, лет восемь тому назад. N. Çтена çине кашни çын ячĕпе (во имя), вун çул иртсен вилнĕ çынсен ячĕсемпе пĕрер çурта лартаççĕ. Чăв. й. пур. 5. Пĕр виçĕ çул хушшинче (приблизительно за три года) пирĕн ял пит улшăнчĕ, ĕнтĕ. Изамб. Т. Авланни тăватă çул иртсен, через 4 года после женитьбы. N. Вĕсем икĕшĕ çул сиктермесĕр çуралнă. Они погодки. Ала 25. Иван, эпĕ сана ырăлăх турăм, эсĕ те мана виçĕ çулсăр ан ман. Сред. Юм. Куккук алтнă чохне: эп вилесси миçе çол, çавăн чол алт, теççĕ. (Поверье). Кан. Хусанта, клиникре, 10—12 çулсем куçсăр пурнакансене те тӳрлетсе яраççĕ. Ib. Вăл амана (пчелиную матку) унтан илсе, ик çул çине кайнă ама (матку) ямалла. N. 1850-мĕш çулсем персе çитнĕ: тĕне кĕмен чăвашсем авалхи чăваш тĕнĕпех пурăннă, тĕне кĕнисем пĕтĕмпех тутар енелле сулăна пуçланă. Виçе пус. 6. Пĕр вырăна çул сиктермесĕр тырă хыççăн тырă акса тăрсан, çĕр тăнчах хăрса, начарланса юлать. N. Сыв пул, тăванăм, нумай çула! Шибач. Виç çола кĕрчĕ ĕнтĕ — кайман. Уже третий год, как не ездил. || О возрасте. Орау. Ик çул çурхи ача. Ребенок двух с половнной лет. Ib. Пилĕк çула çитесси тата ик уях-ха. Остается два месяца до пяти лет. Юрк. Çулă авланма çитнĕ. Ты уже жених (тебе пора жениться). N. Ман çак ача виç çолшĕнче (по третьему году) тин отма поçларĕ. N. Вăл çирĕм çул тултарнă. Ему уже двадцать лет. N. Вăл çирĕм çула çитнĕ. Ему двадцать лет. N. Санăн аслаçу сакăрвунă çултан та иртнĕ пулĕ (т. е. ему за восемьдесят). Баран. 158. Час-часах уяр çулсем те килкелеççĕ. N. Ытлашши кунлă (высокосный) çул (ытла кунлă çул). N. Çул — год (возраста), пропускается в выражаниях: çирĕме, çирĕм икке çитсен; эсĕ миçере? — Утмăла çитнĕ, утмăла пуснă (60-ый год , утмăлтан иртнĕ, утмăлсенче пур-тăр (60-ти лет, а м. б. и больше), утмăлсене çитнĕ (лет шестьдесят, но не больше?), утмăлсем патнелле çитсе пырать пуль ĕнтĕ. Янорс. Мана тăхăр çул çитсен, эпĕ вара вăтана пуçларăм. Ивановка. Эпир Хусан кĕпĕрнинчен куçни пĕр пилĕк-улт çул иртсессĕн, пирĕн яла шкул лартса пачĕç. Ib. Çула эпĕ Чĕмпĕре прошени ярса пăхрăм та, мана калла, çул иртнĕ (прошли годы, слишком стар), тесе, çырса ячĕç. Трень-к. Мана аттепе анне, эпĕ çичĕ çул тултарса саккăр çула кĕрсенех (как только мне пошел восьмой год), хут вĕренме пачĕç. Симб. Эпĕ хама хам астума улт-çич çултанпа тапратрăм. Я помню себя лет с шести-семи. Ib. Вĕсем вĕренсе тухсан, эпĕ те тăхăр çултанпа (с девяти лет) шкула çӳре пуçларăм. М. Карач. Эпĕ астăватăп хам пĕчик чухнехине пилĕк çултан. Я помню себя с пяти лет. Альш. Эсĕ ачăна илме тепĕр çулне кил, ун чухне лайăх вĕрентсе кăларăп, тесе, каласа ячĕ, тет. N. Шкулта первейхи çулне вăл шатрапа (чечепе) чирленĕ. ГТТ. Эпĕ астума тытăнатăп пилĕк çулта чухне. СТИК. Манпа пĕр çулта. Мы ровесники. Ib. Хăйпе пĕр çултараххипе, с человеком, который приблизительно того же возраста. Урмай. Вунă çулта чух, вунçич çулти ача пек (он был). Изамб. Т. Пирĕн ялта пĕр сакăрвун пилĕк çулти (лет восьмидесяти пяти) старик пур. Ib. Шăллăмсем: пĕри сакăр çулта, тепĕри пилĕк çулта. Одному из моих братьев (которые моложе меня) восемь, а другому пять лет. Шинар-п. Ун чухне эпĕ пĕр çичĕ çулта анчахчĕ. Тогда мне было лет семь, не больше. Иваново. Ку ачасем нумай çулта пулман: чĕлхесĕрри пулĕ пĕр ултă çулта (лет шести), тепĕри унтан кĕçĕнни (моложе его) пулнă. N. Эпĕ ун çулне çитес çук. N. Çулĕ çав пулчĕ. Нынче такой год. N. † Çарăмсанăн леш енче хĕвелтен те çутă чечек пур. Шанмасса çулĕ килĕнччĕ. Ах, тăванçăм, уйрăлмасса çулĕ килĕнччĕ! Б. Олг. Каран, пер порнсан-порнсан, салтака чĕнчĕç пичия пин те сакăрçĕр вонвиç çолта. ТХКА 71. Шалта Иванĕ, пирĕн Петтяпа пĕр çултаскер: эпĕр шурă пăтă çиетпĕр, тесе мухтанать, тет, вара... Орау. Кăçалхи çулта, çак иртсе пыракан çулта, в текущем году. Ib. Пĕр ватă суккăр анчах: виçĕ çулта пĕре (раз в три года) вунвиçĕ уйăх пулать, тет. Регули 930. Ку çолта çаплах вăл чĕнсе. ТММ. Аллă çултан — паллă. Ялав. Пĕр çулне (как-то в один год) пирĕн атте саппашкă капанĕсене хураллама кĕрĕшнĕччĕ. БАБ. Миттюс, вăл пирĕн ялсем, старик: пĕр утмăл çула çитнĕ. N. Чарăнма йĕрки çук, тепĕр çулсăр чарăнмаç, теççĕ (война). N. Вăл ман çола çитсе вилчĕ. Он умер в моих летах. Ст. Чек. Çул урлă, через год (аlternis annis). || Возраст, достаточный возраст. МПП. † Савнă тусăм, хура куçăм, илеймерĕм çулăм иртиччен. СТИК. Ун çулне çитес çынсем-и вара эпĕр! Нам-ли уж дожить до его лет. Т. Григорьева. † Ĕнтĕ пĕвĕм те пур, çулăм çук. Янтик. † Пиреех те çырнă çын ачи лартăр халĕ çулĕ çитиччен. Подл.-Шигали. Çавă Шăхальсен, ай, хĕрсем, ларччăр халĕ çулăм, ай, киличчен (до моего совершеннолетия).

çул

çол (с’ул, с’ол), дорога. Б. Олг. Çола тохсан, ут йăлăнчĕ (= ывăнчĕ). Бес. чув. 1. Ку пасар çул пăсăлас уммĕнхине пурте пĕлеççĕ. Все знают, что этот базар бывает перед распутицей. Орау. Вăрманпа çул пур-и? Ib. Вăрман виттĕр çул пур-и? Ib. Кӳл тăрăх çул çук. Ib. Уйра та çулсем хурала пуçларĕç, çуркунне пулать. Дик. леб. 47. Йывăç лартса тухнă çул тăрăх. N. † Урам йĕрĕ (след моих ног) çул пултăр; çак ял ачи тус пултăр. Регули 20. Килнĕ çолпа кайлах карĕ. Вернулся тем же путем назад. Ib. 637. Çол олăхпа лайăх-и? Хороша-ли дорога лугами? Ib. 1104. Çол вăрманпа каять. Дорога идет лесом. Ib. 1441. Эп каймастăп, çол осал (утсем килте çук.) Ib. 1444. Кăтарт она çол, вăл ак çохалтăр. Ib. 1446. Мана çол кăтартса яр, манăн çохалас марччĕ (чтобы мне не заблудиться). Якейк. Вăрманта çол пит тăвăр (узка): ик орапа тĕл полсан, иртме кансĕр (трудно разъехаться). Ib. Ман тор лаша çол лайăх ертсе пырать. Ib. Çол ик аяккипа та канав пырать. Ib. † Мăн çол çинче опос вырĕс: валти лаши пасарнă, хӳри-çилхи кăвакарнă, сол тытасси йăвăр поль. Изамб. Т. Ул йĕрпе пĕр пилĕк çухрăм кайсан, пĕр çула тухнă. Шурăм-п. Кушак çул татсан (перейдет, пересечет), телей пулмаçть. Ст. Чек. Çула кайнă чух кушак е çын çул урлă каçса кайсан (если перейдет), çул ăнмас, тет. ТММ. Каякана (для идущего) пĕр çул, шыракана çĕр çул. (Послов.). N. Эсĕ каяс çул çинче. N. Çак вăрман хушшипе кукăр-макăр çул каять (идет извилистая дорога). С.-Устье. Эсĕ çул пĕлетĕн-и çак вăрмантан тухма? тет. Салтак калат патша ывăлне: йăвăç тăрне хупарса пăх: хĕш енче çутă пур. Çав енеле турат хуçса пăрах, тет. Патша ывăлĕ, хупарса, турат пăрахрĕ, тет. Кайран, патша ывăлĕ ансан, çутă енеле кайнă, тет. Кайсан-кайсан, пĕр пысăк çурт патне пырса çитрĕç, тет. Коракыш. Вĕсем, çул çухатса (заблудившись), нумай макăрса çӳренĕ. Изамб. Т. Кĕркунне, çул ӳксен (когда установится санная дорога), сутта каяççĕ. Ала 81. Килесси килетĕп те, çул яр мана, терĕ, тет, старик. Поехать-то поеду, но только пропусти. Кан. Пĕр маях çăмăр, тата çул начар тăрĕ. Ала 66. Сĕт çулпа тухса карăмар, çу çулпа килсе кĕтĕмĕр. Сред. Юм. Çôл уçăлчĕ. Дорога теперь открыта. Ib. Çôл сăхă. Дорога тяжела для езды (зимой). Баран. 201. Пĕтĕм çул çийĕ вилнĕ çын пулнă. По всей Дороге валялись трупы. В. С. Разум. КЧП. Çынсем пĕр маях уттараççĕ çулпала. Юрк. Улпутпа лаккей çулпа ларса пыраççĕ (едут в экипаже). Букв. 1904. Çул хура, лавна ху йывăртарах тиенĕ, çапах тата лашуна хĕнетĕн. Альш. Унта та çулсăр çĕртен çӳреме çук. И там нельзя ехать по тому месту, где не проложена дорога. Ib. † Кăçал ыраш пуссисем пит аякра: ялан кукăр çулпалан каймалла. N. Землянкă йĕри-тавра чăрăш турачĕ лартса çаврăннă икĕ ерет, пĕтĕм çул туса пĕтернĕ. Орау. Çул çемçеличчен (юр йăшиччен), до распутицы. N. Çул картланаччен (осенью). N. Çулсем çинче шăнса вилнĕ сала-кайăкĕсем выртаççĕ. || Путь, путина. Кн. для чт. 136. Çул килнĕ майĕпе шăнкăрчăсем кăшт канчĕç те, унтан часрах хирсене, çаранлăхсене çырмасене вĕçе пуçларĕç. N. Мана ама-çури пайтах ылханчĕ: кайма çул, килме вут, тетчĕ. N. Çул çинче тутар мĕн пулассине шухăшласах пырать, тет, теççĕ. (Послов.). М. Тюмерли. Вара, пурте пухăнса çитсен, çула тапранса каяççĕ. Вĕсем кайнă чухне пит шавласа каяççĕ. N. Çол çинче лайăх килтĕмĕр. Сред. Юм. Çôл çӳреме каякан çынна: çôл ăнтăр, тесе, каласа кăларса яраççĕ. N. Москваран Перĕм çĕрне çитесси пайтах çул. ЧП. Кĕркунне пулсан, çуна çӳлĕ ӳксен. КС. Çулне ял тулашĕнчен ячĕç. Заставили ездить проезжих мимо деревни. N. Унтан çул ямаççĕ! Там запрещают ездить! КС. Унтан çул каймасть. Там ехать не надо, не эта дорога. Регули 636. Çол шупа вăрăм. Ib. 31. Вăлсам çол çӳремелли турĕç. N. Çула тухнă чухне, при выезде в дорогу; çула тухса кайнă чухне, в самый момент выезда (выхода) в дорогу. Ст. Чек. Сирĕн патăра кĕме çул килмерĕ (не случилось пути). Ib. Ваня пуян патне кайма çул килмес. Ib. Çула кайнă чух кушак е çын çул урлă каçса кайсан, çул ăнмас, тет (пути не будет. т. е. не достигается цель путешествия). Лашм. † Çӳрен утма ятăм çул çуреме, тытма чĕлпĕр вăрăм пулмарĕ. N. Ырă çынпа çула тухсан, çул иртнине сисместĕн, теççĕ. (Послов.). Альш. Инçе çула хĕр парсан, килни-кайни курăнмас. N. Эсĕ хăвăн чуру Иосифпа пĕрле çула пынă. Янтик. Çул кĕске пултăр тесе, уйăрăлнă чухне пĕри те пуса инçе каять пулсан, тепри ăна: çул кĕске пултăр ĕнтĕ сана, чипер кай, тет. Ир. Сывл. ЗЗ. Çул парах! Кан. Враг. † Хĕрсем çулĕ ăстăльте? Аслă урамăн варринче, хапха умĕнче сак çинче, симĕс сатăн айĕнче, пурçын тĕрри аллинче. Сред. Юм. Çôл питĕрнчĕ. Нигде ходу нет. N. Ыратнине чăтаймасăр, эпĕ çула тăршипех (всю дорогу) кăçкăрса макăрса пытăм. Сунт. Çул çине тухакана укçи те, япали те кирлĕ вĕт. N. Аяк çол, дальняя дорога. N. Пире кирлĕ япаласем çул çинче килме тухнă (уже в пути). N. Кил çулĕ çинче, на дороге домой. КС. Манăн çулĕ уçăлнă. У меня нет препятствий. Собр. † Инçе çултан хурăнташ турăм ĕмĕрлĕхе пĕрле пурăнасшăн. || Проход. Янтик. Халăх ик айккинелле уйăрлса (сирĕлсе), ăна иртсе кайма сарлака çул турĕç (пачĕç). N. Ывалĕ килте мар-тăк — икĕ айкки пĕр çул сана. || Дымовой проход. Пир. Ял. 1928, № 51. Анчах, кăмакан тĕтĕм çулĕ нумайрах пулас пулать. || В перен. смысле. Собр. Куçсăр çын хăй умăнчи чашки çинче те çулне тупаймаçть, теççĕ. (Послов.). Толст. Ку манăн çулпа килмерĕ, ӳссĕр тавăрăнчĕ, курăнать, терĕ, тет. || Назв. духов. N. Унтан кайран турă çулне пăтă, турă амăшĕ çулне юсман паратпăр, теççĕ. || Встреч. в выражении: N. † Вăрманта упа, аннеçĕм, хирте кашкăр, аттеçĕм! Ăçта хурам-ши пуççăма? Çӳлелле пăхрăм — çул çӳлĕ, çĕрелле пăхрăм — çĕр хытă. || Грива? (Срв. тюрк. jaл, грива). Пазух. Хура лаша çулĕсем, пĕкĕрен çӳлĕ пуçĕсем. || Влагалище. Сборн. по мед. Пит хытă ыратнă чух, ача пуçĕ хăвăрт килсе çулĕ çурăласран, ача пуçне кăшт тытас пулать. || Право. N. Манăн çол пор.

çула

(с’ула), маслить, мазать маслом. См. çу. || Дать взятку, умаслить. Юрк. Кама та пулсан çулама кирлĕ пулĕ... ахаль вĕсем мана илмĕçĕ. || Лизать. N. Çоласа илнĕ, слизнул. Орау. Ухмах, чĕлхепе пуртта çуларăм та, чĕлхе пуртă çумне çыпçăнчĕ-ларчĕ (шăнчĕ-ларчĕ, в мороз). Ib. Санăн кун пек апат-çимĕç пулсассăн, туту-çăварна çула-çулах çиеттĕнччĕ халь! N. Вутă сыпписене, чулĕсене, тăприне, шăтăкĕнчи шывне йăлтах çуланă пек туса хунă. Кан. Çуллă нимĕр çинĕ пек тутине çуласа илет. Ск. и пред. чув. 65. Ларчĕ те, Петĕр юнне çуласа, кăшкăрчĕ пĕтĕм халăх илтмелле. Рак. Çуламан пăру! (Так обзывают неотесанного пентюха). N. Ачисем алăк урлă каçаймаççĕ, çуламан ĕне пăрушĕсем.

çулахи кун

летний день, летняя пора. Кĕвĕсем. Çаранлăхра çул хыврăм çулахи кун çӳреме. Юрк. Вĕсем (они) çулахи кун çинчи тумĕсемпе анчах пулаççĕ. Баран. 167. Çулахи кунсенче кунта имсĕр-сумсăр вăрăм-туна, ӳпре тухать. Ib. 91. Çулахи кун кунта кĕтӳ сĕткенлĕ курăк шыраса килет.

çум

çом (с’ум, с’ом), бок. Яргуньк. Эпĕ çума хыпаларăм та, манăн çумра пĕчĕк çĕçĕ пур. Орау. Хĕççине çумне çакса çӳрет (с боку). || Место, находящееся рядом. Регули 1131. Пирĕн ял çомĕ çулла вырăн. || Употреб. в качестве послелога и обозначает больщую близость к предмету. Для различных лиц: çума (çумма), çумна, çумне, çумăмăра, çумăра, çумне, çумĕсене, çумра (çумăмра), çумăнта, çумĕнче, çумăмра (çумра), çумăрта (çумра), çумĕнче (çумĕсенче). В некот. гов. встреч. сан (хăвăн) çомра, сирĕн çомра. Регули 1139. Вăл ман çома кисе тăчĕ. N. Ку хутне сĕтел çумне çыпăçтарăп (безразлично, к какой части, или с какой стороны стола). N. Хĕрес çумне пăталанă. Изванк. Тата кирек мĕн сиен пултăр тесе, çурт çумне пĕр-пĕр çĕре укçа пырса чикеççĕ. N. † Сартумккаран илтĕм сар лаша, Самар лапки çумне кăкартăм. N. Шкул пӳрчĕ çомне çĕр касса панă. Завражн. Ман çомран пĕр виç аршăн аякра утса пычĕ (шел рядом аршина на три от меня). Толст. Çынсем çунисем çумĕнчен (рядом с..) тумтир çухисене тăратса утса пыраççĕ. N. Тата урапа тул(к)кисене Рамансен çумне çакнăччĕ те, вара Михаил Павлов манăн урапа тул(к)кисене исе кайнă. Кĕвĕсем. Савни, çумна кĕмесен, сăмах ан хуш, куç хĕстер. Тайба-Т. † Чипер ача кулянат савни çумне кĕменрен. N. Вут çумне, сулахай енне сĕтелпе тенкел лартаççĕ. N. Шкул çумне темĕн тĕрлĕ аван анкарти, тата пахча туса хучĕ. Регули 1138. Пирĕн çомра (рядом с нами) порнать; вăл ман патра (у меня) порнать. Ib. 1136. Кăмака çомĕнче (у печи) тăрать (выртать). Ib. 1134. Йăвăç çомĕнче (йăвăç айккинче) çакăнса тăрать. Висит на дереве. Юрк. Юпа çумне ăвăс çурта çутса лартаççĕ. Пазух. Хăйĕ ларать хурăн, ай, тăрринче, çунаттисем пĕлĕт, ай, çумĕнче. МПП. Пыршă çумĕнчи çу. Юрк. Ачана мĕшĕн йĕртетĕн, кӳр-халĕ хама, тесе, хунямăше йĕрекен ачине хăй çумне (хăй аллине) ыйтса илсе йăпата пуçлат: апу, ачам, мĕшĕн йĕрен, ан йĕр! Ачи аван иккен, ашшĕ пекех! тет (упăшки салтакра чухне пулнă ача çинчен). Регули 1140. Орăх утсам çомне кӳлтĕм; орăх утсам патне ятам. Ib. 1132. Йăвăç çомне тăратрăм. Ib. 1133. Ман алă çомне çипĕçрĕ (= çыпăçрĕ). Козм. Пăраххот кантор çомне ларат (пристает). Тăв. 35. Иртнĕ вырсарникун Карук вăйăра ман çума кĕнĕччĕ. Истор. Ун çумне сыпса тата пысăк çурт тутарнă. N. Утă çумне кăкарса таки ан тытăр. N. † Сарă варăм хĕрсене хамăр çомала лартрăм. Шибач. Контине (свое лукошко) йоман çомне çакрĕ те хварчĕ. Регули 1135. Орăх тавраш çомне хотăм. ТХКА 105. Ман пуртă тикăра çурмаран касса татса, пĕр хыр çумне (в сосну) тăрăнса ларчĕ. Хыр çумĕнчен пурта кăларса илтĕм. Рук. календ. Квитанция çумне (к квитанции) пичет пустар. Ст. Шаймурз. Ăйхăран вăраннă çĕре сĕтел çумне çырса хунă. Когда она проснулась, нашла надпись... О сохр. здор. Ерекен чир сывă мар çынăн ӳчĕ çумĕнче анчах пулмасть, унăн кĕпи-йĕмĕ çумне... те çыпçăнса юлать. Юрк. Стена çуммĕнче пĕр кĕсле çакăнса тăнине курсан, пĕр вырăсĕ çав кĕслене аллине илет те, тытăнат кĕсле калама. Ib. Çтена çумĕнче вĕсем тĕлĕнче кĕлетки çакăнса тăрат. Кан. Куславкка урамĕсенче, çтенасем çумĕнче: индустри зайомĕ облигацийĕсене илĕр, тесе, çырса пĕтернĕ. N. Сулахай пĕçĕ çумчен шенеле çĕмĕрсе карĕ, ӳте кăшт анчах лекмен. N. Ман çĕлĕк çумĕнче сан мĕн ĕç пур? N. Уруна хорăн çомне хырса тасат. Хорăн çомĕнче тасат. Кан. Çуртсем çумĕнчи вывĕскăсем çине чăваш чĕлхине темле те кукăртса çырса хунă (написано искаженным чув. языком). N. Çтина çумне çырса хăварсаттăм. N. Арча çумне питĕркĕç тунă. К сундуку приделали запор. N. Урана йăвăç çумĕнче хырса тасатрăм (выскоблил, вычистил). Н. Кожары. Çĕççе кăмака çумăнче хырса çивĕçлерĕм. N. Ман урасем пылчăклăччĕ. Эпĕ карăм та, юпа (хурăн) çумăнче тасатрăм. N. Юпа çумне кайса тасат уруна. N. Хурăн çумăнче уруна тасат. (Это верно). N. Урана картлашка çинче тасатрăм. Н. Лебеж. Çурçĕр тĕлĕнче çумран (с моей постели, буквально „от меня“) тăрса карĕ. Артюшк. Туратне пĕрене çумĕнчен касса пăрах. Очисти бревно от сучьев. Орау. Ах, мур! сан çулăнта çынсен ачисем пурăнăç çумне кунĕн-çĕрĕн ĕçлесе хушаççĕ, эс пуррине салатан. Ах, ты, дрянь, в твои годы другие уж зрарабатывают, а ты все теряешь! || Указывает на нахождение предмета при ком-либо, т. е. за пазухой, в кармане и пр. Ау 13°. Пуртине çумне çакрĕ, тет. Хора-к. Пуртă илтĕм, çумма чикрĕм. Юрк. Кĕрӳшĕ куркинчи сăрине ĕçсен, укçине хăй çумне илет. Регули 1141. Ман çомра (при мне) окçа пор. Юрк. Карчăк, укçана акă эпĕ кунта, ешчĕке, хутăм; хампа пĕрле çумра ярмуккана илсе çӳресен, кăларса-туса илесрен хăратăп. Якейк. Виççĕр тенкĕ окçам çомăмра (при мне). Микушк. Арчи уççи анне çумĕнче (у матери, при ней, напр., в ее кармане и пр.). N. Çомма окçа похасшăн, чтобы собирать деньги. Тяптяева. Эпир сутса (лошадей), сана укçине парса, хамăр çума виçĕ пус хăварас тесе, шухăшларăмăр. Хорачка. Кĕçĕн-кĕрӳ кăчкăрса çӧрет: атьăр тоя! Арăм пор-тăк, арăмне илĕр çома, арăм çок-тăк, волашка илĕр (кĕпе волашки), ачи пор-тăк, ачине илĕр, ача çок-тăк, токмак илĕр. Панклеи. Йолашкине çомне чикет. Остальное взял с собою. N. Вулăсра укçасене пăхса тăракансем укçасене хăйсем çумне илнĕ. Кан. Пĕрин çумĕнче те хĕрес кураймăн. Якейк. Хора шарçа килĕшет, çома (на себя) çаксан килĕшет. || Вместе с..., попутно. Альш. Ăна (их) вăрçтаракансем çумĕнчен пĕр-икĕ ăса кӳртекен те пулат... Ib. Тепĕри татт ун çумĕнчен ача-пăча тăманнипе тертленет. Ib. Каччисем каяççĕ хĕрĕсем патне уллах пăтти çиме. Пăтти çумĕнчен ăна-кăна тупат, сĕтел çине хурат. Ib. Арăм çумĕнчен хĕрĕ те йĕрет вара. Ib. Православный праçник çумĕнчен тата унăн хăйĕн авалхи йăлине хисеплемелле кунĕсем те пур. Чăв. й. пур. 16°. Çапах та кунăн тетĕшĕ пурăннă пулсан, ун çумĕнчен пурăнма ăна çăмăлтарах пулнă пулĕчĕ. N. Ун çумĕнчен ерипе пуп ывăлĕ те тиечукпа улах тăрăх çĕр-хута сĕтĕрĕнсе çӳреççĕ. || В сравнении с... Орау. Ун çумăнче вăл ним те тăмаçть (ним те мар, не стоит). N. Ăвăс вутă юман вутă çумĕнче çур хакпа анчах çӳрет. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 25. Çав шапасем ытти шапасем çумĕнче пит чипер пулнă. || За. Тайба-Т. † Утма ăçтан кăкарас? Улма-йывăç çумĕнчен. N. Манăн лаша юпа çумăнче кăкарăнса тăратьчĕ.

çуммипе

то же, что çумĕпе, рядом, мимо. Альш. Вĕсем унталла кĕрсе кайрĕç те, кĕшĕлтетсе каялла çавăрăнса килеççĕ çĕнĕ кассалла уччилни çуммипе (мимо училища, проходя очень близко, вплотную к нему).

çумăр хулли

назв. раст., officinalis; melilotus albа. Ст. Чек. Çумăр çумасан çумăр хуллине çăл куçне пăрахатчĕç, тет. Вара çумăр çăватчĕ, тет. Çумăр нуммай çусан çумăр хуллине çăл куçĕнчен илетчĕç, тет, вара çумăр çума чарăнатчĕ, тет. Ib. Çумăр хулли. Хăмăлĕ качак пӳрне хулăнăш, çулçи йĕтĕн шăлакан шăппăртан та вăйлă пулат; çырлалă, çырли шултăра, пăрçа пек, тĕсĕ — пĕрлĕхен çырли пек хĕп-хĕрлĕ. Уяра кайсассăн, çумăр хуллине шыва пăрахсан, турă çумăр парат, тет. Н. Шинкусы. Пăттине пĕçернĕ вăхăтра ачасем çаранлăхсенчен çумăр хуллисем татса килсе çырмари шыв çине чиксе лартаççĕ. Вĕсем вăл курăка аслă-ати турри юратакан курăк тенĕ, тет, çавăнпа, ăна йĕпетсессĕн, аслă-ати турри савăнса çĕр çине час-часах çумăр ярат, тесе, ĕненнĕ, тет. Халĕ те пирĕн çав авалхи йăларан курмалăх çапла тăваççĕ. Хурамал. Çумăр хулли; ăна ачасем хуçса килсе, çумăр çутăр тесе, шыва пăрахаççĕ.

çун

çон (с’ун, с’он), гореть. Чураль-к. † Чăл-чăл çунан вут çутти, катаран курнан вут çутти. Ib. Шел-квар çунса выртать, тимер сенĕк лартнă, хура кĕçе сарнă. Регули 315. Çортасам çонаççи? — Эп онта чохне çонатьчĕç. Ib. 354. Эп пыриччен çоннăччĕ. Сгорело до моего прихода. Ib. З55. Эп пырсан, çончĕ (çонниччĕ). ФТТ. Çуннă япалана çисен, упа тытмасть, тет. (Поверье). СТИК. Мĕн шăрпăкĕ илмелле, пирĕн вучахра вут çунах тăрат вĕт (беспрерывно горит). П.-Пинер. Çунайăрçинччĕ вут çинче. Сгореть бы им (врагам) на огне. Форма грамматически неправильна; надо: çунайрĕçинччĕ или çунайĕçинччĕ. N. Ăнсăртран çунса-туса кайман пулсан. N. Пирĕн ял икĕ аяккипех çунчĕ. Вут тухрĕ те, ялĕпе çунса кайрăмăр. N. Кам арки çине вут ӳкет, вăлах çунать, теççĕ ватă çынсем. Альш. Улăм çунса тухат та, кăмаки умне ӳкет. Огонь, перебивается по соломинкам и падает у печки на пол. || О погоредьцах. Земл. Пирĕн ялсем çула çунса çунаççĕ, вĕсем: хăçан вут пулнине астумастăпăр, теççĕ. ЧП. Эпĕ пиччепе çуна туртса килтĕм те, çуннă çĕре кайрăм. Ib. Çынсем, çунсан, тырă пухса çӳреççĕ, эпир те çавсем пекех хутаçсем çакса çӳрĕпĕр çав. Бес. чув. 5. Пĕрре, çула, вĕсен ялĕ çунчĕ-кайрĕ. Изамб. Т. Епле, пирĕн хурăнташсем те çунни? — Павăл пултăру çунчĕ. || О хлебах (в жару). N. Тырăсем çунса карĕçĕ кунта. || О ярком блеске. Сред. Юм. Çôнса тăрать. Так говорят о блестящих предметах (гиперболическое выражение). Ал. цв. 6. Вăл хĕрлĕ хĕвел пек çунса йăлтăртатса ларать. Сред. Юм. Çунса тăрать (очень изящная вещь). || О сердце. С. Айб. † Ĕнтĕ ăшăм çунат, ăшăм çунат, çулăмсăр çунакан та кăмпа пек. N. Манăн чĕре çунса тухать саншăн. N. Ман ăш пĕтĕм çонса ларчĕ. || Употребл. в бранных выражениях. Буин. Çунтăр-и алтуйăву. Ну ее к чорту, твоею тросточку (с’ореть бы ей). Изамб. Т. Çунса каяшшĕ (çунашшĕ çунса кайманă), таçтĕлте чупса çӳрет! Чорт его знает, где он бегает. (Брань). Череп. Эх, çуннă (или: çунса кайнă) япала! (Брань, относящаяся к человеку, или к вещи; говорится когда что-нибудь не ладится, не выходит). КС. Çунса кайтăр! Ну его к чертям! (Гов. о предмете, которому не придают важного значения). Кама 48. Ку çуннă саманипе туйне те тăваймăн ĕретлĕ. Рак. Çунса кайтăр çанталăкки, пĕртте латти çок. Чтобы чорт подрал эту погоду, она никуда не годится! || Пригорать (о кушаньи). N. Пашалу пичĕсем çунаççĕ, || В различных перен. выраженнях. Изамб. Т. Çунса тухнă (бедственную) пурăнăçа кирек мĕн чухлĕ ĕçлесен те çитереймĕн. Ib. Вутсăр çунманă (не сильная брань). Ib. Эпир вутсăр çунса тухнă. Наше положение ухудшилось ни с того ни с сего. N. Мĕн пур пурăнăçăм манăн çунса кайрĕ. N. Юлашкинчен вăл Ольгăнăн çунса кĕтсе тăнă ĕмĕтне (пламенную надежду) çитернĕ. || Топиться (о печке). Орау. Кăмака çунать-и? Топится-ли печка? Ib. Кăмаку çунса пĕтри? Протопилась-ли у тебя печь-то? Ib. Пĕр кăмаки çунса пĕтменччĕ те: хуп еппин ăна, терĕ (сказала). N. † Мулча хĕрсе çунат-çке. Баня топится во всю. || Быть палиму солнцем. Утăм. Çунса выртан хура пусса пуян валли алтать вăл тарăн. || Горевать. ССО. Çавăнпа ĕнтĕ вĕсем малашне çын сăнне ан курайччăр, шăтăкрах выçăхса çунса вилччĕр. N. Вĕсем çунса ирттернĕ. Они уже пережили все свои горести. Ст. Чек. Çунат-ĕçке çак тăлăх хĕр (горюет, терпит разные невзгоды). N. Ну, ачам, мана çунма нумай пулчĕ. N. † Хĕре çамрăкла парайса: хыпса çунтăр, терĕр пуль. ЧП. Выртса ĕçрĕм ăшăм çуннăран. Ib. Ут пыраймасть çумăр та, ай, çунăран, ай, çунăран; эп юрлатăп ăшăм, ай, çуннăран (от тоски). N. Ĕлĕк выçăпа çунса çӳрени те çитĕ. Достаточно того, что и раньше маялись голодные. || Беспокоиться, заботиться. N. Çапла вара арăмĕ килте çунса тăрать, упăшки ăна пĕлмесĕр укçине салатать. Орау. Саншăн çунсах ӳкрĕ ку, кĕт, килсĕн (= килĕсĕн)-килмĕсĕн! Будет он о тебе горевать, жди! Ему всё-равно, придешь ты, или нет, N. Çунса, чупса çӳрерĕç. КС. Эп ун ачи-пăчишĕн ĕçлесе çунса пурăнтăм. N. Мĕнле майпа та пулсан укçа тупса пуясшăн çунаççĕ. Чураль-к. Вĕрене вутти вĕтрен пек, юман вутти хĕлхем пек; çав хĕр ăшчикки çав ачашăн çавăн пекех çунтăр. (Из наговора). Орау. Эпĕ уншăн пит çунмастăп. || Сильно хотеть. N. Çавăн пекех арçыннисем те, хĕрарăмпа пурăнас йĕркене пăрахса, пĕр-пĕрнипе аскăнлăхшăн çунса пурăнчĕç. N. Эпĕ санăн хыпарна питĕ пĕлесшĕн çунса тăратăп. (Из письма). N. Пурне те пĕлесшĕн çунса тăр. Букв. 1886. Ытла курасшăн çунаттăн, еппин хай нушана аранах куртăн пулать-ха. Кан. Ялти хресченсем маневăрта кам парăнтарассине пĕлесшĕн питĕ çунаççĕ. Ала 8. Эпĕ сана питĕ юрататăп, манăн чунăм пит саншăн çунать. || О жажде. Орау. Çунать вăл, çунать ĕçесшĕн. N. Манăн çунса тухас пек ĕçес килет. Меня томит жажда. N. Шывшăн çуннă çын (жаждущий). Ст. Чек. Шывшăн çуннă. || В перен. знач. N. Чунăм шывсăр ĕнтĕ çĕр пек саншăн çунать. Янтик. Ах, çав ухмахсем! иккĕшĕ те пĕр хĕршĕн çунса çӳреççĕ, тепĕр хĕр çук-ши кăсен валли ниçта та? || Стараться. Кан. Халĕ кружок членĕсем вилнĕ поетсен пултарулăхне сăнас тĕлĕшпе çунса ĕçлеççĕ.

çуна çулĕ

санный путь. Юрк. Юр ӳксе çуна çулĕ пулат. N. Хĕлле, çуна çулĕ ларсан, ана çине навус тăкса, пысăк купасем туса хурас пулать. Хурамал. Çуна çулĕ ӳксен, когда установится санный путь. N. Çав вутта вара вĕсем çуна çулĕпе килне турттараççĕ. Сред. Юм. Çона çолĕпех, еще зимой, когда можно было ездить на санях.

çурмала

çурмалла, пополам. Скотолеч. II. Скипидарпа кантăр çăвĕ çурмалла хутăштарса. Кан. Çылăх çурмалла, теççĕ. Тавай пополам. N. Вĕсем арçын пек те, хĕрарăм пек те мар, çурмалла тесе шутланă. || Исполу. N. Çурмалла вутă турăмăр. || Средний. Эпир çур. çĕршыв 18. Хăшĕ хамăр ялти шкултан тухсан малалла вĕренме кайса çурмала шкулсенче вĕренсе тухнă, хăшĕ тата чи аслă шкулсенче вĕренĕ.

çурмалантар

довести до половины. Менча Ч. Акисене çурмалантарсан (когда вспашут половину), е пĕтерсессĕн, вĕсем ака пăтти чӳклеççĕ. Ой-к. Кунта ыраш вырса çурмалантарчĕç (наполовину сжали?)

çураç

çораç (с’урас’; с’орас’), мириться. П. Сорм. Вăрçма килтĕн-и, çураçма килтĕн-и? Болезни. Кама-та-пулин хур тунă пулсан, е хуйхăртнă пулсан, çавсемпе çураçас, килĕшес пулать. || Соглашаться. Шурăм-п. Микки çураçрĕ, хăйпе пĕрле вăрра илсе кайма пулчĕ. N. Иван Сусанин ăсатма çураçсан, поляксем пит хĕпĕртенĕ. || Сватать. N. Мана учитĕле çураçаççĕ (сватают за учителя). N. Анна качча карĕ Туçана, халĕ чирлĕ, хăйне çураçман-ха. N. Ну, патша çураçат, тет, хĕрĕпе Ивана, аптăратнăран. Ск. и пред. чув. 70. Çак ырă çын Михетер хăйĕн херне юратса, аслă çăварни хыççăнах хучĕ ăна çураçса (просватал). N. Пирĕн Укçинене çураçса карĕç. N. Ман валли хĕр çораçма кайнă. N. Аньока хăш ялсене çораçса янă? — Иккассинене (Иккасси ачине). Юрк. Хĕр çураçаççĕ, авлантараççĕ, туй туса илеççĕ. ТХКА 26. Çав çулне Шураçри мăн Тимухха ывăлне авлантарма Штанашран хĕр çураçнăччĕ. Янш.-Норв. Пирти чăвашсем ывăлĕсене авлантарас пулсан, хăшĕ хĕрсене вăрласа илеççĕ, хашĕ хĕр ашшĕпеле чипер килĕшсе, хĕрпе каччине юраттарса илеççĕ, ăна вĕсем çураçса илни теççĕ. Ib. Евчи çапла сăмах çӳретсе темиçе те хутлать, кайран вара чысти килĕшеççĕ те, хĕр ашшĕ патне çураçма каяççĕ. Вĕсем унта пĕр витре сăра ăсаççĕ, тата çурштава яхăн эрех илсе ĕçсе çиеççĕ. Чысти ӳсĕрĕлсе çитсен, хĕр ашшĕсем хĕрне кĕлетрен шур пир илсе кӳрттереççĕ те, парне касса авланас текен ашшĕне пама хушаççĕ. Хĕрĕ ун чухне вара йĕрет, ниепле те касасшăн мар, амăшĕсем ирĕксĕрех кастараççĕ. Хĕрĕ пире ирĕксĕрех касать те, упăшки пулассин ашшĕне парать. Аланас текенин ашшĕ унăн вырăнне хулăм укçи парать. Çапла вара вĕcем çураçаççĕ, унтан турра сăхсăхкалаççĕ те, авланас ашшĕне качалка урапапа киле леçсе хăвараççĕ. Авланаканăн ашшĕ парнине пиçиххи çумне хĕстерет те, урапа çинче кăшкăрса анчах пырать. НАК. Çапла калаçсан-калаçсан, мĕн чухлĕ те пулин çураçаççĕ вара. Е çĕр тенкĕ, е çитмĕл тенке, е аллă тенке, мĕн чухле çураçма май килет, çавăн чухле çураçаççĕ (устраивают сватовство, порешают дело). N. Каччи çураçма çӳремест, каччăсăр çураçаççĕ. Т.-И.-Шем. Пушă пăрахсан, çураçма хатĕрленме тытăнаççĕ, малтан хăçан çураçмаллине канаш туса кун хураççĕ. Кунне пит тиркеççĕ, çуна пăрахнă кун ан пултăр, ытларикун ан пултăр, хăш кун хăш çыннăн килĕшнĕ кунĕ пулат. Юмăç калат: сан çав кун телейлĕ, çав кун телейсĕр. (Больше всего „çураçма“ назначают на эти счастливые дни).

çураçуллă

мирный; мирно, в согласии. Бес. на м. г. Вĕсене çураçуллă, варлă тăвас пулать. Шыв çинчен. Вĕсем, пĕр тăван пекех, ятлаçмасăр, пĕр-пĕринпе çураçуллă пурăннă. || Согласный. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. З4. Çăм, тĕк, хупă, тата тир тĕсĕсем, пуринчен ытла чĕрĕ япаласем хăйсем пурăнакан вырăн тĕсĕпе çураçуллă. ТХКА 3З. Çураçуллă çак туя, килĕшӳллĕ тумашкăн, эсир кăмăл тăвăрсам.

çурта

çорта (с’урда, с’орда), свеча. Микушк. Вилнĕ выльăх çăвĕнчен тунă çуртана çутсан, пĕтĕм выльăхсем те, этемсем те пĕртте вăранмаççĕ, тет, пĕр майлах çывăраççĕ, тет. Вил-йăли. Хывнă чухне вилнĕ çын ячĕпе алăк патне пĕрене çине пĕр çурта лартаççĕ. N. Çурта пек, тӳп-тӳрĕ тăрать, ЧП. Йыснаçăм, йыснаçăм, улпут пек, шăратса та янă çурта пек. М. Тув. † Кĕлетки çурта пек. Ст. Янсит. Çав турăш умне кайса ларт çак çуртана. Кĕвĕсем. Йыснаçăм, йыснаçăм, ыр улпут пек, турă умĕнчи сар çурта пек. Пшкрт: мэ̆ри ы̆жалда, учэ̆ толда (с’орда). В. Олг. Йӳç (дерево) çорта пакчĕ. Бюрганский. Уншăн кĕл-тума мар, турра çурта лартма. Ăна пĕтертĕрччĕ ырă турă... СПВВ. Сарă çурта пек сарă çын. Альш. † Тăванăм, тăванăм, улпут пек, халĕ çуртаран (чит. ăстанран) кăларнă çурта пек. ТММ. Çурт çуртасăр пулмаст. („Семья не без урода“). Тюрл. Çил арманĕ çурта пек тӳрĕ çунчĕ (горела). Якейк. † Çуне çорта ятăм та (сделал свечу), çут-çанталăк çутăлчĕ. Сред. Юм. Çорта айне шаккарĕç. (В день поминок к вечеру ходят по всем дворам деревни и говорят: „çорта айне“потом все, кто хочет, приходят на поминик). М. Васильев. Помилккене пыма килĕрен чĕнсе çӳремеç, ăна пĕр лашана шанкăрма çакаç те, ытланса, орам тăрăшпе: çорта айне! тесе çохăрса тохаç. N. Вăл (т. е. ача) вара: çурта айне сăра ĕçме, тесе, кăшкăрса çӳрет. Ст. Яха-к. Çынсем, хĕвел анса каç пулсассăн, харпăр хăй пĕр-ик хурăнташĕсемпеле пĕрлешсе вилнĕ çынсене хываççĕ. Вĕсем алăк патĕнчи пĕрене çумне, унăн килĕнче миçе çын вилнĕ, çавăн чухлĕ çурта лартаççĕ. Чăвашсем патне кирек хăш пӳрте кĕрсен те, паллах алăк патĕнчи пĕрени çуртапа çунса хурални. N. Çурт айне (= çурта айне) сăра ĕçме, теççĕ. (Вилнĕ çынна асăнса ялти çынсене пухнă чухне çапла кăшкăрса чĕнсе çӳрет пĕри). См. Магн. М. 170.

çут çыран

обрыв, крутой берег. Çутт. 52. Çуркунне шыв ăшăнсанах, вĕсем хĕпĕртесе çут çыран хĕрне тухаççĕ.

çутти

(çутă+афф. З-го л.), его свет. Кан. || Водка. Кан. Аслă çынсем çуттипе ĕç тунăран апла пулмарĕ. Ib. Карланкă валли те вĕсем часах çутти тупса параççĕ. Йӳç. такăнт. 16. Картла выляма тапратрĕç, çуттине вĕçĕ-хĕррисĕрех сыпаççĕ... Сред. Юм. Пĕр-ик черкке çуттине кĕрсе ярас пуль ырнă çинчен. Ib. Çутти — 1) пĕр тенкĕллĕх кĕмĕл окçа, 2) эрех. Букв. 1904. Пĕрер черкке çуттине тыттарса тухрĕ.

çӳп

(с’ӳп), сор, мусор. См. çӳпĕ. Янюик. Чăвашсен, ача-пăча пурăнмасассăн, яланах вилсессĕн, вара ачасене урăхла ятсем параççĕ. Ачана çуратсанах, ача-карчăк (повитуха) ачана шăпăр шăтăкне çӳп çине кайса прахать, унтан вара тепри шăпăр шăтăк панчен иртсе каям пикки тăвать те, çӳп çинчен ача тупанçи пулать; вара у ачана — хĕр-и, ывăл-и — Çӳппи ятлă хураççĕ, тата арçынна Çӳприван (Çӳпри Иван) ятлă хураççĕ (при этом и его христианское имя будет Иван). Магн. М. 196. Çӳп çинче топрăм. (Гов. о родившемся ребенке). Чив. Çӳп çинчен тупнă (о ребенке). Сред. Юм. Паçăр эп çӳпе тôхса тăкрăм, паçăрхи çӳппе ерсе тôхрĕ поль сан тӳме, çӳп çине тôхса шыра. N. Вĕсем ăна çӳп вырăнне те шутламаççĕ (пренеберегают, ни во что не ставят).

çӳре

(сӳрэ), ходить, ездить, двигаться. Н. Сунар. Кинĕ ларать, хунямăшĕ çӳрет. (Алăкпа алăк янаххи). Кн. для чт. 6. Урисем унăн çӳремен, куçĕсем курман, хăлхисем илтмен, шăлĕсем пулман. Регули 767. Эсĕр сарлакарах тăвăр, орапапа çӳремелле полтăр. Ib. 609. Эп çӳремелли тояна çохатрăм. Ib. 161. Çавăнта çӳренипе (çӳренипеле) ăвăнтăм. Вомбу-к. Çӳрекен çӳрме тупнă, тет. (Послов.). Сред. Юм. Çӳрен каска якалнă, выртан каска мăкланнă. (Послов.). Ib. Çавăнпа çӳренĕçĕм иксĕмĕр таппа хирĕç полтăмăр. Мы с ним ходили, ходили — встретились... Ib. Çӳренипе пуяс полсан, такçанах пуймалла та эпир, ни пуйни çок, ни чысти çôка ерниех çок. Если судить по нашим трудам, занятиям, хождениям на заработки, давно бы мы разбогатели... ТММ. Хĕр шырама çӳрекен çыннăн картишĕнчи пус валашкине ӳпĕнтерсе хурсан, хĕр час тупаймаст, тет. К.-Кушки. Пасара çӳретне эс? Ходишь-ли ты на базар? N. Çӳрекене шăмă тупăнат. Кан. Çӳресен-çӳресен „Хозсельсклад“ тенĕ лапкана пырса кĕтĕм. N. Хула тăрăх хутпа çӳретĕп. Разношу по городу бумажки. Орау. Асăрханарах çӳрĕр, ачамсем! Будьте осторожнее. АПП. † Ылттăн турпас çуттипе Аçтăрхана çӳрерĕм. Альш. Уттари, чуптари (уттарар-и, чуптарар-и?) çӳремешкĕн пирĕн кӳлнĕ утсем начар мар. Регули 41. Манăн утсам килте пор çӳремеллисем. Ib. 40. Кусам çӳремелли утсам; ку утсам çӳремеллисем. || ТХКА 85. Пысăк кĕтĕве йышсăр кĕтме хĕн. Çавăнпа хампа пĕрле кĕтĕве çӳреме икĕ тутар ачи, икĕ чăваш ачи тытнăччĕ эпĕ. || Приходить (куда). Орау. Эп ăна 8 сахатра килме (çӳреме) хушнăччĕ. N. Мĕн тума çӳретĕн! Ск. и пред. чув. 6. Çĕрле çӳрес хăнам çук, утах хăвăн çулупа! || Плавать. Чураль-к. Сакайĕнче çар иртĕ. (Хĕлле пулă çӳрени). || Вести (общественную работу). Ала 89. Халăх çинче çӳрекен çын. || Ходить (о болезни). Çутт. 85. Чир çӳренĕ вăхăтра чĕрĕ шыв ан ĕçĕр. || Ходить (в картах). Изамб. Т. Санăн çӳремелле. || Обходить дома (с визитом). Альш. Тепĕр кунĕ кунĕпе хăнасем каяççĕ „çӳреме“. N. Пĕтĕм яла çӳресе пĕтерсен. || Гулять, прогуливаться. К.-Кушки. Эпĕ паян аслă улăха çӳреме кайрăм. || Гулять (кутить). Чăв. й. пур. ЗЗ. Тата пĕр вăхăтра салтака каймалла ачасем ялта çӳренĕ чух, çав Прухха пĕр ачанăн пилĕк тенкĕ укçине ĕçсе пĕтернĕ. || Ходить с намерением, хотеть, желать, стараться, норовить. Т. VII. Ĕлĕк пĕр арăм тата упăшкине вĕлересшĕн çӳрет, тет. Рак. Кăчунехи ывăл-хĕр хăй пуç пулма çӳре-çке (= çӳрет-çке). Юрк. Эсĕ кĕнеке кăларнине илтсенех, эпĕ темĕн тĕрлĕ савăнсаттăм, пĕр вăхăтра темĕн пек туянма çӳресе те ниепле те туянаймарăм. Трхбл. † Ĕнтĕ ир те пĕччен, каç та пĕччен, чунăм пĕччен выртма çӳремест. (Солд. п.), С. Тим. Туттăр парса вырнаçсан, хăй те пыма çӳрет-çке (девушка. Пыма çӳрет — хочет итти, илме çӳрет — хочет взять или купить). N. Çакăскер мана вĕтес тесе çӳрет-ха та, темĕн, пултарайĕ-ши! Яргуньк. Мăн хурчка пулса хур акăшĕнчен çӳлерех вĕçсе хăпарчĕ, тет; хăпарсан, çав хур акăшне тапасшăн çӳрет, тет. Хурамал. Çав çынсене шуйттан пит вăрçтарасшăн çӳрет, тет. В. С. Разум. КЧП. Вăл çынна усал тăвасшăн анчаж çӳрет. Кĕвĕсем. Аппа ука тĕртет-çке, çутă пулма çӳрет-çке. С. Тим. † Кӳршĕ хĕрĕ кӳрнеклĕ (полная и с красивыми формами тела), туттăр пама çӳрет-çке. || Находиться, пребывать (о предмете, переходящем с места на место). Н. Седяк. † Кĕмĕл çĕрĕ, мерчен куç, арçын аллинче çӳрет. О сохр. здор. Кайран пĕри сивĕрен пăсăлса чирлесе каять, тепĕри сывах çӳрет. Чеб. † Анне ывăлĕ пуличчен, хĕреслĕ тенкĕ пулас та, анне умĕнче (на груди) çӳрес-мĕн. ЙФН. † Атти ывăлĕ пулаччен, кĕмĕл çĕрĕ пулас-мĕн, ырă хĕр аллинче çӳрес-мĕн. Перев. Çак асаннен лăпкă каласа панă сăмахсем яланах ман асра çӳретчĕç. N. Рента (аренда) укси пит пысăк пулсан, çĕр-хакĕ те çӳлте çӳрет. N. † Порçăн тотăр полăттăм, хĕр поçĕнче çӳрĕттĕм; йолимарăм, çӳримарăм. Кан. Куç хĕррисем нихăçан та типĕ çӳремеççĕ. Ib. Хăш çынăн куçĕсем хĕп-хĕрлех çӳреççĕ. Ядр. † Ати çури пуличчен, ылтăм шăрçа пулас-мĕн, ыр çын хĕр мыйĕнче çӳрес-мĕн. N. Ывăлăмăра мĕншĕн ятăн эсĕ? Вăл хамăр куç умĕнче çӳренĕ чух мĕн пур шанчăкăм çавăччĕ. N. Темĕскер кăшăлĕ вăл, тахçанах кунта çӳрет (валяется, находится здесь). || Находиться в каком-либо положении. N. Мĕскĕн телейсĕр чун йытă тырĕнче çӳрет. N. Пит-куç савăнăçлă çурет. || Бывать. К.-Кушки. Иван патне çӳретне эс? Бываешь-ли ты у Ивана? Ст. Чек. Нумай ахутара çӳренĕ те, кун пек япалана курманччĕ. || Жить. Юрк. Хам пĕр майлă çӳретĕп халĕ. Живу потихоньку. Изамб. Т. Пит çӳрейместпĕр. Ман çак ачана темĕскер пулнă. Не очень-то хорошо живем. Не знаю, что случилось у меня с этим ребенком. Н. Карм. † Шухăшламан чухне, тăван, çӳретĕп, шухăшласан чĕлхем çыхланать. Ib. † Çӳренĕ чух эпир çӳрерĕмĕр, сăртран сăрта юртакан пăлан пек. || Употребляться. Юрк. Пашалу вăл кирек хăçан та çиме çăкăр вырăнне çӳрет. || Заниматься (чем). N. Сутупа çӳресе. || Лезть. N. Ан çухăр! Тухса кай кунтан! Эсĕ — нимĕн пĕлмен çĕр хурчĕ; çапах манпа калаçма çӳрен тата. || Одеваться, наряжаться. N. Çӳрессе те таса çӳреççĕ, вырăсла та пĕлеççĕ. || Хлопотать. Ск. и пред. чув. 43. Прошени те çырнă, хатĕр ĕнтĕ, çӳремелли çынсене те суйланă. N. Шкула хăвăр çӳресе уçăр. N. Вутта илме ĕç пĕлекене суйлас пулать, çӳрес пулать, атто ак нумайăшĕ хутмалли çуккипе аптраççĕ, тет. || Иметь общение, связываться. Изамб. Т. Ӳлмĕрен ул Микуç (Николай) ачисемпе ан çӳре. Вĕсем ахалех хăна хĕнеттерсе пĕтерĕç. Халапсем. Вăрапа вăрă çӳрет, лайăх çынпа лайăх çын çӳрет. || Иногда не переводится. Баран. 131. Çакăн пек (такие) чулсем пит хакла çӳреççĕ. || Употребл. в качестве вспомог. гл. ЧС. Эпир ун чухне пурте хуйхăрса çӳреттĕмĕр. N. Илсе çӳре возить (напр. людей, турттар в этом см. не употр.). Çав çулне, тухтăрсене исе çӳренĕ чухне, эпĕ нумай укçа тупрăм. ЧС. Çынсем, ĕçсе ӳсĕрлсен, таçта выртса ан çӳреччĕр, тесе пăхмашкăн, касак пекки суйласа хураççĕ. (Сĕрен). Юрк. Çавăн пек епле эрехсемпе шалта сут тунине пăхса çӳрекен улпучĕ авалхи пĕр хупаха сасартăк пырса кĕрет те, астăва пуçлат. Ib. Кĕсем патне кайса-туса çӳреместĕп. N. Унтан темскер шăрши кĕрсе çӳрет. N. Хăна ху нуша шыраса çӳретĕн. N. Сĕрем иртернĕ чухне пĕтĕм çынна çăмарта, чăкăт валеçсе çӳреççĕ. Ала 69. † Пиртен Шурă Атăлсем, ай, инçех мар, куллен каçса çӳрес çĕртех мар. Сред. Юм. Ташланă чôхне йохайса çӳрет (очень хорошо пляшет). Трень-к. Манăн виçĕ кон хошши (около З дней) поç (шăл, мăй, пилĕк) ыратса çӳрет (болела). Однако скажут: манăн виçĕ кон хошши çăпан ыратса тăчĕ. ТХКА 129. Тияккăнĕ-мытарник пасар-пасар сайранах кĕсре лаша улштарса улшуç пулса, çӳресскер. Вино-яд. Санăн сăмсу та хĕрелсе çӳремесчĕ. N. Лашасене илме Т. кайса çӳрет. За дошадьми (чтобы их накупать) ездить в Т. ЧС. Манăн ура нумайчченех шыçса çӳремерĕ (не долго пухла), часах тӳрленчĕ. Скотолеч. ЗЗ. Улттăмĕш кунне хăмписем тулса çитеççĕ те, тата З—4 кун хушши тӳрленсе çӳреççĕ. N. Çалтак кайсан, çӳрени анчах полчĕ. Кан. Хырăм вăхăчĕ-вăхăчĕпе çех мар, яланах ыратса çӳреме пуçлать. В. С. Разум. КЧП. Эпир пĕр хуларан тепĕр хулана куçа-куçа çӳрерĕмĕр. Ib. Çынсем пасарта япаласене пăха-пăха çӳреççĕ. N. Халь эсĕр пирĕн пата кайса çӳретри? Хамăр маткасам сирĕн пата пырса çӳреççи? См. Оп. иссл. чув. синт. II, 49.

çӳрет

понуд. ф. от гл. çӳре. Альш. † Ман пуçăмри шур çĕлĕке пăтаран пăтана çӳретрĕç; эп каясси таçтан паллă — килĕрен килле çӳретрĕç. || Носить, таскать (напр. в кармане). Микушк. † Хранцуски тутăр, виç пан улми, эрне çурă çӳретрĕм кăсяра. Баран. † Тинĕс çинче пулсан та, типĕ çĕрте те, вăрçăра та, килте те Тарас чĕлĕмне хăварман, çумĕнчех çӳретнĕ. || Возить. Баран. 159. Хура тинĕспе Азов тинĕсĕ тăрăх тавар çӳретсе, Россия ют патшалăхсемпе суту-илӳ тăвать. || Обьезжать, обьездить, выездить, приучать к езде (лошадь). N. Çӳретмен лаша пуçсăр пулать. Яндобы. Патша калать: халь çĕн лаша пур, тавай çӳретме каяс, тет. К.-Кушки. Кӳршĕри Ивансем тьыхине çӳретме тухнă. || Называть. Юрк. Чăваш ячĕпе çӳрете пуçланă. Начали называть чувашами. || Случать. К.-Кушки. Ку вăхăтра вĕсем çӳретеççĕ. В это время у них бывает случка. Ib. Хура ăйра хăй тĕслĕ кĕсрепех çӳретеççĕ. Карего жеребца случат с такой же кобылой. Ib. Кĕсрине ула ăйрăпа çӳретнĕ. Кобылу случили с пегим жеребцом. Ib. Вĕсен паян кĕсрине çӳретнĕ. Сегодня у них случали кобылу. || Употребл. в качестве вспомог. гл. N. Тăхăнма юраман çĕтĕк тумтирсене, тăла-çăпатасене, атăсене пӳртре вырттарса çӳретес пулмасть. Чуратн. Ц. Кăна тырă çитерсе çӳретеччен, яла хуса кĕрем. Кан. Эсĕр мана ма Чуптарса çӳрететтĕр (= çӳрететĕр). Вы что это обманываете меня и заставляете ходить попусту.

çӳçентер

приводит в дрожь. Йӳс. такăнт. 17. Ай-ай, сивĕ-ĕ! И-и-и-их çӳçентерет! Пĕтерет пулĕ ку сивĕ! Ста-к. Çӳçентерет, приводит в дрожь (напр., кислые яблоки, если есть их). Якейк. Мулча кĕнĕ чухне сивĕ шывпа шыва кĕрсен, çӳçентерет. Сред. Юм. Ватăлнă сăра пит çӳçентерет ĕçнĕ чôхне. Изамб. Т. Шапа пит çӳçентерекен япала. Т. II. Загадки. Çӳçентерин, юсантарин, çулталăксăр таврăнмăп. (Ыраш калчи). Сам. 80. Çапла вĕсем нумайччен çӳçентернĕ халăха, çампах Селтти çуртĕнчен яль те тарнă аякка. Ачач. Хулăм уçă сассипеле пĕтĕм шăп ларакан ирхи вăрмана çӳçентерсе илет.

çăва

(с’ы̆ва), кладбище. НИП. Çăвара, на кладбище (т. е. в могиле). Яргуньк. Кайнă чухне вăсем пĕр чӳркӳллĕ ял витĕр тухса çăва кĕтессине ларчĕç, тет. Эпир çур. çĕршыв 19. Мăн çырман тепĕр енче çăва выртать. Ĕлĕк çак çăва çине 28 ял виллисене пытарнă. Актай. Кайсан-кайсан, пĕр çăва патне çитрĕ, тет те, çăва пуçĕнчен: кунта паян пы(та)рнă çын пур-и? тет. N. Çăва çине пытар. N. Вара, кăнтăрла çитсен, пурте таса шурă кĕпесем тăхăнса çăва çине каяççĕ. Истор. Анчах унта, çăва çинчи пек, çын та пулман. Собр. Çăва патне кайнă виле каялла килни çук, теççĕ. (Послов.) || Употребляется в бранных выражениях. N. Мĕн çăви тума кирлĕ пулнă эп вĕсене? На кой чорт я им понадобился. Сред. Юм. Мĕн çăвине çапла хытланса çӳрен çак эс. Ib. Мĕн çăвине пĕрмай çапла хĕнесе çурен çак э çав ачасĕне ахалех? Ib. Мĕн йĕре-йĕрех асапланса çĕклен ôна, кам çăвн хôшнă поль сана она тума. Ib. Такам çăви килет ĕнтĕ тăта. Чорт еще кого несет. (Гов., когда в духе). Ib. Таçта çăвана кайса пĕтнĕ, киле пĕри те юлман. Ib. Эй, çăва (гласная „ă“ почти незаметна), çавна та тума астуман. Ах, чорт возьми, и это забыл сделать. Кан. Картисем (изгородь) карăнса лараççĕ-ха вĕсем. Пахчари ĕçĕ вĕрет. Вăхăтра ĕçлес пулать вĕт пахчара. Карти вăл çăва патне. В. Олг. Çăва панчи (брань). Слеп. Çăва патне кайманскер! ЩС. Çăва патĕнчи (ругательное слово). Янтик. Эп, укçа пулсан, çăва патне те (куда угодно) кайса килмелле, анчах укçа çук. Ib. Темле çын у, çăва панчен килнĕ пуль: тем те пĕр калаçать. Орау. Виç тенки çăва патне кайтăр, ĕç пулсан темех мар (или: ĕç пулсан вăл ним те мар). Ib. Çăва патне вăрçу-япалу! Хурамал. Тупрăн-и çав япалана? тесен — тунмарăм, елле çăва патне кайнă, теççĕ (или: елле хăяматра, елле çăва патне кайнă). В. Олг. Эккей, çăва патне кайманскер, ме итлеместĕн (легкая брань, шуточная)? Ib. Эс çăва тĕпĕнчен тохса кисе, этем мар эс! Пшкрт. Эс онта каятни? — Ста çăва патня онта каяс. N. Тырă, тесе, вилеймĕн, вăл çапса та пăрахĕ (солдат), çăва патне. Çентерчĕ 11. Кам çăва вăл? — Çăва мар эпĕ, çын. Шурăм-п. Çăва, киле каяс пулĕ тесе, тулчукран анатăп.

çăварлă

со ртом. || Встреч. в сложении: пĕр çăварлă. Заодно, в сговоре. Етрух. Хăтипе пĕр çăварлă пуль ку, тесе, шухăшлатăп, тет. Ерк. 158. Йĕршшӳ тăрăх ларнă пĕчĕк ялсем варлă, пурăнма вĕрентнĕ вĕсен пуçне пусмăр. Кăçал вĕсем пушшă пулнă пĕр çăварлă, пĕчĕккĕнех иртрĕ урха панчи мухмăр.

çăкăник

восклицание неизв. зн., которое произносит старший дружка на свадьбе. Ала 62. Ман-кĕрӳ пуринчен мала ларать, аллине сăра курки тытать. Вара вĕсем виç тапхăр тăрса лараççĕ. Виççĕмĕш тапхăр тăрсан, сĕтел хушшинчен тухаççĕ те, каччин ашшĕпе амăшне малти сак çине лартса, вĕсен умăнче икĕ тапхăр çаврăнаççĕ, виççĕмĕшĕнче пуççапма лараççĕ. Пуççапма ларас умĕн мăн-кĕрӳ: „Çăкăник!“ тет те, халăхсем пурте пуççапма лараççĕ. Пуççапнă вăхăтра мăн-кĕрӳ çак сăмахсене калать: „Ах аттеçĕм, аннеçĕм, пыр çиме те кирлĕ мар, ал тытма та кирлĕ мар, сирĕн пĕр пус укçăр пĕр сум мар, икĕ пус укçăр ик сум мар, эпĕ сирĕн укçăра ыйтмастăп, пуç сывлăхне ыйтатпăр; эсир пиллесессĕн — пин кунлăх, эсир пиллемесен — виç кунлăх“, тет. Çак сăмахсене мăн кĕрӳ каласа пĕтерсен, пуççапса ларакан туй халăх çапла юрласа ярать: „Чĕнтĕрлĕ те кĕпер, юман кашта, авăна-çке шывăн хумĕпе; çинçе-ях та пӳçĕм, аван чунçăм, тайăла-çке ватсен умĕнче. Пахча та пахча купăста, сире те пултăр, ватăсем, çинче те пӳлĕ сарă хĕр, пире те пиллĕр, ватăсем. Пиллĕрсем-и, атте, пиллĕр, анне, эсир пиллесен — пин кунлăх, эсир пиллемесен — виç кунлăх. Сирĕн пиллĕх пире çитес пулсан, ирхи сывлăм шывпе ким юхтăр; сирĕн пиллĕх пире çитмесен, Шурă Атăл çинче ким лартăр“. Унтан вара çак сăвăсене юрласа пĕтерсен, мăн-кĕрӳ калать халăхсен çинелле пăхса: „Упăтĕк!“ тет. Вара халăх тăрать те, ларакан ваттисене пĕрен чуп-тума тытăнаççĕ. Чуп-туса пĕтерсен, вăй-кил уйăрма каяççĕ. Пӳртрен тухса кайнă чух мăн-кĕрӳ аллинчи куркана алăк патĕнчи çынна тыттарать те, çак сăмахсене калама тытăнать: „Ах пиччеçĕм (ятне калать лараканнинне), çав (ятне калать) пуян туй кӳртет, çав пуян ывăлин туйне кӳртет, ватă-вĕтĕ — пурте туй курма пырăр, сăмсипе сывлан, кучĕпе шăван — пурăр та туйкурма пырăр“, тет. Унтан вара вĕсем тухса каяççĕ. Вĕсем çул çинче виçĕ тапхăр чарăнса такмак каласа ташлаççĕ. Ку киле çитсессĕн, мăн-кĕрӳ алăк патне пырать те, алăк патĕнче туй халăхĕсем апла каласа юрлаççĕ: „Хуçа та пире сăра пар; сăру та пулмин, ху та тух; ăснă та сăру сĕвĕрĕлчĕ пуль, пиçнĕ яшку сивĕнчĕ пуль“…

çăмарталла

(плата) яйцами. ППТ. Вăйçа е вунă, е вунпилĕк çăмарталла тытаççĕ (нанимают за 10—15 яиц), тата хăш чухне укçалла (за деньги) та тытаççĕ. || Назв. игры в яйца. Юрк. Менча Ч. Тата вĕсем хăйсен йăлипе ака пăтти чӳкленĕ кун, ватти-вĕттипе, хĕрĕ-хĕрарăмĕпе тенĕ пек (и старые и малые, и девушки и женщины), кунĕпе çăмарталла выляççĕ.

çăмăлкка

легкомысленный. Фин. Вĕсем пуçа тăратсарах çӳрекен çăмăлккарах çынсем. Ст. Чек. Çăмăлкка çын, легкомысленный; легоньки юмок. || Легкомысленно. Ст. Чек. Çăмăл хытланат, пĕр тĕрлĕ пусан та пит çăмăлкка калаçат. N. Ывăлсем пирĕн çăмăлкка калаçатьчĕ.

çăнăх

(с’ŏмŏх, сы̆ны̆к), мука. Пир. Ял. Вĕсем ялсенче тырă илсе çăнăх тăваççĕ (мелют в муку). N. Çавăнтан вара пирĕн прихотри халăха вĕсем укçа парса, çăнăхсем (муки и пр.) парса пит нумай пулăшрĕç. Баран. 60. Ялсенчен выльăхсем хăваласа кайнă, çăнăхсем, ытти тĕрлĕ çимелли япаласем пухса çӳренĕ (они). Чт. по пчел. № 17. Вĕлле хурчĕ пĕр чечек çинчен тепĕр чечек çине вĕçсе çӳренĕ чух чечекĕн çăнăхĕ пеккине хăй çăмĕ çумне çыпăçтарса пĕр чечек çинчен тепри çине илсе каять. Микушк. Арман авăртакан çурçĕр çитес чух армана çăнăх катма (молоть) кĕнĕ, тет. Кан. Клемесĕр тарасапа çăнăхсем турттарнăшăн, милиционер тарасине илсе кайнă. || Порошок. Календ. 1906. Ешĕл-сенкер çăнăхĕ.

çăтмăх

рай. Моркар. Аттик. Вара пумелкене пынă çынсем çавă чашăк хĕрне пыра-пыра: эй (ятне калаççĕ), пил ту, сана çурта лартатпăр, тесе, çурта лартаççĕ. Çавсемех чашăк çине те çимĕç тураççĕ, сăра, эрех яраççĕ. Вĕсем якă çапла калаççĕ: эй (ятне калаççĕ)! пил ту, пиллесе паратпăр, пиллесе ил, пиллĕхрен пиллĕхе çитер; савса ларатпăр, савса ил, савăнăçран савăнăçа çитер. Эй (ятне калаççĕ)! Çăтмăхра пул (çăтмăх тесе рая калаççĕ вĕсем); эпир мĕн пани санăн умăнта пултăр, эсĕ мĕн илни турă умăнче пултăр, турăмăн тӳплĕх, патшанăн ырлăх, амин! теççĕ. См. Магн. М. 157, 165, 172.

çĕвĕ

(с’э̆вэ̆), шов. Ау 389. Шур çăмартан çĕвви çук, тет. (Лашан мăйраки çук, тет). || Прошивка? Юрк. † Уки пулмин, çĕвви пур (у „улача кĕпе“). || N. Лавкка тăрăнчи листине çĕвви шултăра ан тийĕр. || Портняжное ремесло. Альш. Хăйсен вĕсем ялан та пирĕн ялта çĕвере (портняжничают). В. С. Разум. КЧП. Майтан (майданский) вырăс юрла-юрла çĕвĕ çĕлесе ларать (сидит и шьет). || Шрам, рубец (каснинчен-мĕнтен юлни). V.S.

çĕклен

подниматься. Сунт. Трукка сылтăм алли çинче çĕкленсе выртать. || Подняться в благосостоянии. Альш. Раккассисем халь çĕкленсе кайрĕç вĕсем, теççĕ елшелсем. Юрк. Карачăмĕ çапла çуллен çул темиçе тапхăр пулăшнă пирки, Миките Микулайĕ чиперех (порядочно) çĕкленсе каят (поправился делами, стал жить справно). || Возвышаться положением, значением. N. Халăхсен хушшинче çĕкленĕп. N. Мухтава туха пуçласанах, çĕкленсе çите пуçласанах, çӳле кайнă тĕтĕм пек çухалĕç. || Повышаться по службе. Юрк. Ун куç умĕнче пурăнакансем (служащие) часах çĕкленсе каяççĕ. || Радоваться, чувствовать подъем. Пазух. Савни тытса чуп-тусан та, чун çĕкленсе каять-çке. Ск. и пред. чув. 69. Куçĕсемпе пăхнă чух каччăн чĕри çĕкленет. N. Çылăхран та хăрамаççĕ; ăна та мĕн те пулсан çитĕ-ха, тесе çĕкленсе каласа ячĕç, тет, кӳршĕ арăмĕсем. || То же, что ĕрĕх. Ст. Чек. Çĕкленсе карĕ, ĕрĕхсе карĕ. || Кичиться. N. Чапа тухсан, ан çĕклен. N. Намăса пĕлмĕç, çĕкленсе калаçĕç. N. Тĕрĕс мар çинчен çĕкленсе калаçаççĕ.

çĕлен

(с’ӧ̆лэн’, с’ӧ̆лэн, с’э̆лэн’, Пшкрт: с’э̆лӓн, в некот. гов. с’лэн’, т. е. в один слог, но с губным с’), змея. К.-Кушки. Çĕлене çĕлĕн çимес. (Послов.). N. Вара çĕлен хурчкана, çиленсе, хӳрипе çапса çунтарса янă, тит. Хурчăка вара тĕк-çӳçсĕрех таврăннă та, таврăнсан вара сĕт çине кĕрсе ларса, унăн тĕкĕ-çӳçĕ çитĕннĕ. Ск. и пред. чув. 21. Çиленсессĕн, çĕлен пек, куçĕпе çиçĕм çиçтерет. Туй. Унăн виçĕ витре кĕрекен сăмаварĕ пур, вуник пуçлă çĕлен пек чашкăрса ларать. Нюш-к. Çĕлене каснă çавапа ӳте кассан, çĕлен чĕлхеçне вĕртмесен, суран тӳрлене пĕлмест. N. Çĕлен йывăççа (йывăç тавра) явăннă (обвилась). N. Çĕленпе калтан чĕлхи пĕр, теççĕ. (Послов.). Бур. Ăшша çĕлен те иленет. (Послов.). Кан. Уйра çӳренĕ чух, е вăрмана хăваласа кĕрсен, выльăхсене çĕлен сăхать. Орау. Паян ĕнене кĕтӳре çĕлен ĕмнĕ. N. Çавăншăн вĕсем çине çĕлен янă (напустил змей). Кан. Çĕлен пек çĕмĕрт тĕслĕ, çула кисретекен ăйăрсем. Ст. Чек. Тĕлĕкре сивĕ шыв ĕçнĕ пек этем ăшне çĕлен кĕрет. Ib. Çамрăк хура лашана (кастарнă выльăх) чуптарса тарлатса килсен, унăн шăкне çавăн чухне шăнине ĕçсен, çĕлене чыстă вакласа кăларат, тет. КС. Çĕлен пек = вăрăм, яка (лаша). Сред. Юм. Çĕлен пик тесе пит самăр, яка лашана калаççĕ. СТИК. Мăнтăр тьыхасене: çĕлен пек, теççĕ. (Так же называют злого человека: вăт пулат та иккен çĕлен). Ib. Пирĕн пĕр питĕ хаяр çын пур. Çавă, ваттисем каланипе, çĕлен чĕлхине çăтнă, тет. N. Качакан(а) çĕлен ĕмнĕ (мало молока). Юрк. † Çĕрте çĕлен шăват-çке, кăлкан тĕпĕ çунат-çке. Ib. † Эпир савнисене ют савсан, çĕлен пулса вырттăр çумĕсенче. Ib. † Ан кулян, тăван, хĕлĕхшĕн (что оборвалась струна), санăн купăс хĕлĕхĕ ылттăн мар. Ай-хаях, ылттăн мар, кĕмĕл мар, вăта таран татнă çĕлен мар. N. † Хирте çĕлен шăхăрать, пĕтĕм хире ян ярать. || Змея, охраняющая скот (старое поверье). Шорк. Выльăх картинче пĕр çĕлен пулать, тет; çав çĕлен картари выльăхсене сыхласа пурăнать, тет. || Пиявка. Торп-к. Çĕлен, пиявка. М. б. описка, вм. сĕлек, сĕлĕк?

çĕмĕрĕл

разбиться. N. Эпĕ пӳртрен тухса кайнă чухне сĕтел çине чӳлмек лартса хăвартăм, килсе кĕнĕ чухне чӳлмек çĕмĕрĕлсе выртат. ТММ. Чул çине ӳкет — çĕмĕрĕлмест, шыв çине ӳкет — çĕмĕрĕлет. (Хут). Альш. † Приюм алăк — кленче алăк, хытă ан тап — çĕмĕрĕлет. Çĕмĕрĕлмекай, çунса кайтăр, ман çамрăкпуç çухалат! N. Приюм алăк — кĕленче алăк, уçса хупсан çĕмĕрĕлет, çĕмĕрĕлмекей (так встречается дважды), çунса кайтăр, ман çамрăк пуç çухалчĕ. || Ломаться. Орау. Тепĕр, мăнтăртарах çын ларсан кĕç çĕмĕрлсе анас пек çуна пурччĕ (или: çĕмĕрĕлмелле çуна пурччĕ). Ib. Çуни кĕç-вĕç çĕмĕрлес пек пырать. Сани того и гляди развалятся. || О ломоте. Т. IV. Шăм-шак çĕмĕрĕлсен, йĕпе пуласса, теççĕ. Так и у КС. Чума. Пуринчен ытла пилĕк таврашĕ çĕмĕрлес пек ыратать (страшно ломит поясницу). || Изувечиться. N. Вилекен сахал полчĕ, çĕмĕрлекен номай полчĕ. || Шуметь, галдеть и т. п. ППТ. Малтан халĕ, пĕр пилĕк-ултă киле çитеччен, тата пуçа каяччен (пока не опьянеет), пит çĕмĕрĕлмеççĕ. Тип-Сир. Тапраттĕр, тет, çĕмĕрлме хăйĕн пӳлĕмĕнче: юрлат, ташлат, тет. Альш. Ташлаççĕ, çĕмĕрлеççĕ. Мокры. Вăйсам (какие-то зимние игры) пуçлаççĕ те, çĕр хута килрен киле ташласа çĕмĕрлсе çӳреççĕ. ППТ. Йытăсем çĕмĕрĕлсе (ожесточенно) вĕреççĕ. Хурамал. Унта камăн ют ялта хурăнташ пур, çавсене пур килĕрен хăна чĕнеççĕ те, ялĕпе çĕмĕрĕлсе юрласа ĕçкĕ тăваççĕ. ЧС. Ял хушши вара çĕмĕрĕлсе анчах тăрат (от шума и гама). Ала 80°. Çĕмĕрлсе, савăнса анчах лараççĕ, тет (на пиру). Шурăм-п. Ун хыççăн турхантие кĕл-тунине курма кайнă ачасем çĕмĕрĕлсе (шумно) тухрĕç. Ск. и пред. чув. 66. Путăксемпе, варсемпе çĕмĕрĕлсе шыв кĕрлет (бурлит). Полтава 97. Соборсенче, пур çĕрте „анафема“ çĕмĕрлет („гремит“). Бюрг. † Пĕчĕкçĕ çырма пуçĕнче упаленет упанăн çурисем; пĕрин пĕр чӳлмек сăри пулсан, çĕмĕрĕлет тăванăн тăванĕсем. N. Ял хушшинче питĕ çĕмĕрлеççĕ. N. Кунта тĕнче çĕмĕрлет. || Биться. Абаш. † Ик кăвак ут витере, çĕмĕрлеççĕ тохасшăн. Баран. 79. Çĕмĕрĕлсе, шавласа чул çырана пырса çапăнать (волна). || Кочевряжиться („скандалить“). Кан. Пĕртте тӳлесшĕн марччĕ вĕсем кăна, тем пек çĕмĕрĕлчĕç. Беседа. Килне тавăрăнсан çĕмĕрĕлме, вăрçма, шуйăхма тытăнать. || Ругаться, разговаривать громко. Ашшĕ-амăшпе. Кĕркури çĕмĕрĕле пуçланă çапла калаçса. Никама та сăмах чĕнме те паман. Сред. Юм. Çĕмĕрлеç анчах. Ругаются, разговаривают громко. Ib. Çĕмĕрлет паян кунĕпе хăй, çынна сăмахлама та памас. N. Хамăр ялти Петăр мĕн çĕмĕрĕлсе выртатĕ? N. Хĕрсемпе лайăх çĕмĕрлетне? || О сильном росте. Юрк. Хура вăрман хыçĕнче çĕмĕрт пиçет çĕмĕрĕлсе (= вăйлă). АПП. † Çĕмĕрт-йывăççи çĕмрелет, пирĕн çĕмрĕлесси çитрĕ пуль.|| Грохотать (стрелять). N. Артиллери çĕмĕрлет пирĕн урлă. || В перен. знач. Шибач. Халĕ вăл пит хытă çĕмĕрĕлсе (разбит жизнью). N. Хуйхăпа çĕмĕрлнĕскер.

çĕмĕрттер

понуд. ф. от гл. çĕмĕр. Истор. Киеве (= Кейăва) тавăрăнсанах, вăл ĕлĕк хăй пуççапса пурăннă кĕлеткесене çĕмĕрттерсе тăктарнă. В. Олг. Чăмай-ха, тет, эп сере арçури кӳрсе çĕмĕрттерем. || О сильном и быстром движении (езде, работе). N. Эпĕ ӳксе юлтăм, ыттисем çĕмĕрттерсе иртсе кайрĕç. БАБ. Çав çичĕ çул пулнă выçлăхăн юлашки çулĕнче пирĕн енне хай сепирсем çĕмĕрттерсе те çитрĕçĕ, тет. N. Патша çарĕпе пит хытă çĕмĕрттерсе пынине курсан… Кан. Çĕмĕрттерсе кăна пырса кĕрет учреждение ĕçлеме. Çутт. 144. Çавăнтах çил шăхăрса, çĕмĕрттерсе çитрĕ. Орау. Хапхине кариклаттарса уçса ячĕ те лашипе çĕмĕрттерсе анчах кĕрсе карĕ (въехал шибко). Альш. Çапла çĕмĕрттерсе çӳреççĕ вăл хăнасем. Хурамал. Нумай выртать-и, сахал выртать-и, çурçĕр вăхăтĕнче шăнкăрав сасси çĕмĕрттерсе килсе хĕр тăракан çурт патне килсе чарăнчĕ, тет. N. Виçĕ ывăлĕ вăрăçра çунса çӳреççĕ, епле туй туса çĕмĕрттерсе намăс мар уна (т. е. ей)? N. Пырсан-пырсан, çакна хирĕç (ему навстречу) туй çĕмĕрттерсе пырать, тет, Изамб. Т. Эй, эпир çĕмĕрттерни пек никам та çĕмĕрттермен пуль (пировали на свадьбе). Пир. Ял. Халь вăл (çу савăчĕ) çĕмĕрттерсех ĕçлет (работает во всю). Буин. Мĕн çĕмĕрттеретĕр? Что поделываете? Ст. Чек. Мĕн çĕмĕрттерсе çӳретĕр? Что вы тут поделываете? || О кипучей, деятельной, веселой жизни. Янтик. Ну, ача! мĕн çĕмĕрттерсе пурăнан-ха хăш чухне? (т. е. что подковываешь). N. Эсĕ мĕн çĕмĕрттерсе пурăнатăн? Мана пĕр виçĕ сăмах çырса яр. Тăв. 2З. Ну мĕн çĕмĕрттерсе пурăнатăр? Авай-и-ха, Саньук? Трхбл. Вĕсем пурăнăçа çĕмĕрттереççĕ кăна. Они живут припеваючи. Ск. и пред. чув. 4. Пурăнăçа çав карчăк çĕмĕрттеретчĕ анчах: пурччĕ унăн качака, икĕ сурăх, пĕр кушак, чалăш пӳрчĕ тăрринче тăманасем усратьчĕ, тăманасем патĕнчех тимĕр тылă ларатьчĕ. || Выругаться громко. || Proficisci, отправляться. Кан. Эсĕр хăвăр ăçталла çĕмĕрттеретĕр тата.

çĕн уйăрăм

вновь выселившаяся семья. Б. Крышки. N. Вĕсем çĕн уйрăм-ха, нумай пулмас уйăрăлса тухнă.

çĕнĕпе

передел земли по-новому, по новым душам. N. Мăйăван кăçал çĕнĕпе тăвас тесе ĕçтернĕ чухне кунĕпе киле каймасăр çăпати пĕтнĕ (износились лапти), тет. Орау. Пирĕн çĕнĕпе валеçмелле пулчĕ. У нас решено разделить землю по новым душам. Ib. Çĕнĕпе çӳреççĕ-ха вĕсем (хлопочут о том, чтобы поделить землю по новым душам); тăваяççи, тăваймаççи. Изамб. Т. Анчах пире хĕн курма çĕнĕпе час тумалла. Только, на беду нам, скоро будет передел по новым душам.

çĕнĕ-çын шывĕ пуçлани

назв. обряда. Альш. Ирхине тăрсан, çĕнĕ-çынни питне-куçне çăват та, хĕрсеммипе çĕнĕ çын шывĕ пуçлама каяççĕ. Унта темĕн чухлĕ ача-пăча пухăнат: курма пыраççĕ. Вĕсем каяççĕ пусă кутне. Кĕвентипе витрисене пусă кутне хĕрсемми çĕклесе пырат. Пусă кутне çитсен, хĕрсемми витрисене лартат та, шыв аса-ăса парат витрепе. Çĕнĕ-çынни нимĕнсĕрех хĕвеле хирĕç тăрса (хĕвел тухăçнелле пăхса) малтан виçĕ хутчен çăкăнат: аранçĕ-аранçĕ лапчăнса илет. Унтан шыв тултарнă витрене виçе хутчен (виçĕ витре) тапа-тапа йăвантарса ярат — шыва тăкат. Унтан хĕрсемми тата икĕ витрине те шыв тултарат та, кĕвентисене çаклатса, ку çĕнĕ-çынна тыттарат. Çĕнĕ-çынни çĕкличчен, çав кĕвенти çине нухрат хурат. Вăл нухратне хĕрсемми илет хăйне. Вара çĕнĕ-çынни кĕвентепе шыва йăтат та, каллах хĕвел тухăçнелле тăкса виçĕ хутчен çăкăнат. Унтан вара каяççĕ килнелле. Шыв ăсма аяккарах каяççĕ, килти пусран ăсмаççĕ. Урамра ват çын пынине курсан, çĕнĕ-çын чарăнат та, çав çын еннелле пăхса, çекленĕ шывĕпех виçĕ хутчен çăкăнат. Тутине чĕркенĕ явлăкпа тытат-хуплат. Лешĕ ăна хирĕç чарăнат та: аслă çын пул, тет. Явлăкне ăна пĕркенчĕк пăрахсанах параççĕ, вăл вара килте те çĕнĕ хăнана-мĕне кайса киличчен çапла тытса çӳрет. Хапхаран кĕнĕ чух, унтан тата пӳрте кĕрсен, урай варрине тăрса, виçшер хут çăкăнат. Хуняшшĕпе хунямăшĕ, пӳрт урай варринче çăкăннă чух: аслă çын пул, аслă çын пул, тесе лараççĕ. Витрисене лартат та, хĕрсеммипе салма çакаççĕ. Хунямăшĕ пымас унта.

çĕнĕ хăна

обычай молодых — ездить впервые в гости с золовкой к родителям молодой. Альш. Унтан ывăлĕпе кинне кĕсем çĕнĕ хăнана яраççĕ, тет. Ib. Çĕнĕ хăнана-мĕне кайса киличчен. Ib. Çав кунах каçпа е тепĕр кунне ирхине çĕнĕ кĕрӳшĕ, качча кайнă хĕрĕ, тата хĕрсемми хĕр ашшĕ-амăшĕ патне çĕнĕ хăнана каяççĕ. Вĕсем унта çĕр выртаççĕ. Вĕсем унта хĕрĕн ăратнисем патĕнче хăнана çӳреççĕ, хăнана кайнă чухне кĕсем виçĕ хăпарту кӳчченеç илсе каяççĕ — лерен пиллĕк-çиччĕ парса яраççĕ. Тата, кĕрӳ киле кĕнĕ йĕркепе тесе, пĕр сурăх парса яраççĕ.

çĕрĕк-çарăк

гнилой; гнилье. Цив. N. † Çĕрĕк-çарăк кăшкара туй матки хушпи тунăсем (= тунă вĕсем).

çĕр

(с’э̆р, с’ӧ̆р), земля. Юрк. Тетене салтака хырсассăн (когда забрили в солдаты), эпĕ çĕрпе таппа-тан юлтăм, нимĕн тума та пĕлместĕп. Актай. Каçар пĕвĕм, чĕрĕ çĕр аннем (мать земли), пирĕн чуна кайма инçе, çĕклеме йывăр. Юрк. Çĕр витĕр тухнă этемсем, выльăх(сем?). Сред. Юм. Пĕрмай çăмăр çăвах тăрсан, çĕр хăпарать (почва разрыхляется), теççĕ. N. Çĕр сăхать. N. Çак çĕр çинче хам ятлă ята ямастăп (не дам себя в обиду. Шишкин. † Орай шăлма тăнă та, çĕртен сӳле(л)ле ӳкрĕ те вилчĕ (жена моя. Шутка). Ала 14. Унăн тураттисем çĕртенех (до земли) пулнă тет. Ib. 62. † Пирĕн тăванăн çурт хулăм, çĕрне тая лара-çке. (Свад. п.). N. Çĕр айĕнчен тухакан вырăнта (хуралра) тăратпăр (в туннеле). N. Унта каяччен, çĕр айне кайсан луччĕ пулĕччĕ ман шукăшпа. Орау. Çавăншăн халăх ылханса: Макар ывăлĕсем çĕрех пулччăр! тесе, ылханнă, тет. Сунт. Пăрахсах кайрăм-ши сана, мĕн пĕчĕкрен сан çинче суха-пуçпе чакаланса ӳснĕ хура çĕрĕм? Орау. Çынни сăмахĕпе çĕр айнех антарса ярать (т. е. от его слов готов провалиться сквозь землю). ЧП. Çĕрĕсем çурăлчĕç, йăп тухрĕ. Истор. Вилнĕ çынсене пуçтарса, кĕл-туса çĕре чикнĕ. О сохр. здор. Çĕре чавса тунă пӳрт (землянка; далее о том же: „çĕре авăтса тунă пӳрт“). N. Ун (урхамахăн) пуçĕ пĕлĕте тивмест, ури çĕре тивмест. К.-Кушки. Йывăç мĕлки çĕр çине (на землю) ӳкнĕ. Ib. Сысна çĕр çинче выртат. Ib. Çĕр çине лар (на землю). Ib. Çĕре лар (на пол). Расск. 1З. Хуйхăра-хуйхăрах ачам патне çĕр айне кĕрсе выртăп ĕнтĕ! тесе, пĕрмай йĕнĕ вăл. Янтик. Çынна ылханнă чухне çапла калаççĕ: ешлĕ çĕре хураттăр, тикĕс çĕре тĕметтĕр (пусть образует холмик; пожелание смерти). КС. Амаль пулсан (если бы была возможность), çантах çĕре анса кайăттăм (провалился бы сквозь землю. Гов. сильно застыдившийся или опозоренный) Собр. Чи малтан, юр кайса пĕтсессĕн, çĕре е алăпа, е патакпа çапсан, турă çиленет, теççĕ. (Поверье). АПП. † Эпĕр макратпăр, кӳл тăватпăр, тăшманĕсем кĕпе çăваççĕ; кĕписем шурă кĕпе мĕн, çав кĕпепе çĕре кĕтĕр-и? Чăв. й. пур. 2З°. Çынна кӳрентерни çĕре ӳкмест. (Изречение). N. Ашшĕ-амăшне, ырă тăванĕсене хисеплеменшĕн çĕр çăттăр! (Гов. мать о дурном сыне и его жене). Янтик. † Çĕр çĕклейми пӳртсен çивиттине симĕс-кăвак-палан виттертĕм. Ib. Çĕр çôмĕнчен шуса çӳрет. (Пĕчик лôтра çынна калаççĕ). Тогач. Карчăка çавăнтах çĕр çăтса антарса ячĕ (проглотила земля), тит. Йӳç. такăнт. 40. Ах, турă, Кĕркури, çĕр çăттăрах çана! Орау. Çĕр çăтнă, турран кĕлешшĕ (брань). N. И, çĕр çăтасскер! Магн. М. 190. Çичĕ çĕр ними. Ib. Çĕр çăтни. Хурамал. Çĕр çăтманă пуçна! (Брань; заметьте конечное „ă“). Изамб. Т. Çĕр çăтманă (брань). N. Приккашчĕкĕ мишер, питĕ йĕрĕскер хăй, çынсем сисеймен вăхăтсенче, сехетĕн стрелкине кăшт анчах тĕртет, çур сехет сут тăвассине „çĕр çăтат“ те.. Н. Карм. Çĕр кулли пулман, или: çĕр кулли пултăр! (Ругань). Ib. Çĕр çăттăр! || Земля как вещество, почва. N. Çĕр каллех типсе карĕ. N. Çĕре каллех типĕтсе ячĕ (стало совсем сухо). N. Çĕр айне пусар? Ачач 8З. Пуçĕпе шăмарса анчах тăрать ав, урипе çĕр чавса сирпĕтет. Ib. Тôрра асăнса çĕр çыртре (божился). N. Ĕненместĕп, çĕр çыртам! (Также: чирĕк хĕресне пăхап!). СТИК. Çапăп та, çĕр çырттарăп! (Говорит, угрожая сильным ударом). Çапăп та, çĕр çыртăн! (То же самое). Календ. 1906. Тинĕс шывĕ пĕрмай çĕре çиет (размывает). N. Ман ура айĕнчи çĕр кăтăлса кайрĕ те (обрушилась), эпĕ шыва кая патăм (упал). || Земля как планета, tellus. СТИК. Çĕр тăватă кĕтеслĕ, таçта инçе кайсан, вăл çыран пек анса каят, тет. Çĕрĕн хĕррине халиччен никам та çитсе курман, тет; унта сĕм-тĕттĕм, хăрушă çыран таçта çити çĕрĕн тĕпне анса каят, тет. Çĕре темиçе пуçлă çĕлен тĕревлесе тытса тăрат, тет. Сред. Юм. Çĕр вăкăр çинче тăрат (теççĕ. Поверье). Т. VI, З. Çĕре ӳксе пăсăлнă йĕркене кĕл-тулалли. Н. Изамб. † Ĕнтĕ çĕр çаврăнат, çĕр çаврăнать, ман пуçăмри çаврака çĕлĕк пек. (Песня нов. происх.?). Сред. Юм. Ах тôр, ôн чĕлхине тӳсесси! Пĕр вăрçма пуçласан, çĕр çинче каламанни хăвармас пôль. N. Çĕр çинче каламан юмах хăвармарĕ (всячески изругала). || Суша. N. Валала çĕр çинелле утнă (пошла на берег, на сушу, будучи изрыгнута рыбою). Б. Яныши. Вăл (лисица) çинче шăтак тупрĕ, тет те, пулăсене пĕрерĕн-пĕрерĕн çĕрелле пăрахма тапратрĕ, тет. || Участок земли, владение. Т. VI. Ют çĕртен çĕр илсен, телей каять те, тырă пулмас, теççĕ. Бгтр. Пĕр татăк çĕр. N. Орина çĕр валеççĕр. Ытла усал çĕрех кĕмен. N. Саншĕн çĕр панче хам исе çӳрерĕм (при дележе?). Истор. Вăл та, ашшĕ пекех, хăй çĕрне ӳстересшĕн тăрăшнă. Ск. и пред. чув. 50. Кам вăрман çĕрне парать таптама ахалех сире, çĕрĕк çăпата? N. Аçу пурана çĕр валеçмесăр сутасшăн мар: çĕр ахалех каят, тет. Изамб. Т. Анчах усен вырăнне тутарсем çĕрне анчах хăварнă (нимĕн те хăварман). Кан. Хресченсен çĕр те питĕ сахал пулнă, çавăнпа начар пурăнăçпа пурăннă. ТХКА 67. Пилĕк ялăн çĕр пĕрле пулнă пирĕн ĕлĕк. Альш. Çĕлен Ивана калат: çап мана малтан, тет. Иван калат: ху çĕрĕнте малтан ху çап, тет. || Местность. Бгтр. † Шупашкар çĕрне каяс тесе, крымски çĕлĕк илсе тăхăнтăм. Çĕрпӳ çĕрне каяс тесе, сарă кĕрĕк çĕлетсе тăхăнтăм. Юрк. † Патшанăн аслă кӳлĕ (озеро) тăвăр пулĕ, пире çырнă çĕрсем тăвăр пулмĕ. || Место. Пухтел. Кунта ĕнтĕ савăт-сапа çума та, шывсем тыткалама та çĕр çук. Чаду-к. Кусем: майри пĕр çĕреле, кайрĕ, тет, а ывăлĕсем тепĕр çĕреле саланса пĕтрĕç, тет. N. Унта сана ик çĕрелле ĕçлеме май пулать-и, çук-и? N. † Ай-уй, савнă тусăм, хура куçăм, пĕр çĕре пуласси инçе мар. Яргуньк. Икĕш (оба) ик çĕрелле вăрман çĕмĕрсе анчах тарчĕç, тет. Эпир çур. çĕршыв 2З. Анчах халĕ, улахсене пит нумай çĕрте çĕтсе, анасем тунă. N. Эпĕр (я с ним) пĕр çĕртерехрех (почти в одном месте) пурăнатпăр, хошши 25 чалăш анчах. N. Пирĕн ĕнтĕ çитмен çĕрĕмĕр юлмарĕ (мы везде побывали). Çутт. 153. Тикĕчĕ, хăвах пĕлен, урапа сĕрнĕ çĕре каять (уходит на подмазывание телеги). Никит. † Сырăнас çĕре сырăнимарăм (не пришлось повязать сорбан), кайнă çĕре кайимарăм. Сунар. Вăл хăйĕн вутти патне (к дровам) çитнĕ çĕре сĕм-тĕттĕм пулнă. Когда он подьехал к своим дровам, то уже было совсем темно. Кан. Виçĕ ялăн повесткисене пĕр çĕре манса хăварнă. N. Эпир килекен çĕрте. N. Пурин валли те яшка пĕр çĕре пĕçереççĕ. N. Вăл вĕсене нумайччен вăрман тăрăх çавăрса çӳренĕ, вара кайран ĕмĕрне çын пырса кĕмен çĕре илсе пынă. Орау. Кĕпе чӳхеме кайнă çĕртен таçта çухалнă, тет. Пошла полоскать белье и куда-то пропала. N. Киле тавăрăннă чухне вĕсем хирпе тӳрем çĕртен (по ровному месту) иртсе пынă. Альш. † Тапнă çĕртен (где топнете) тар тухтăр, сикнĕ çĕртен сим тухтăр, вылянă çĕртен вăй тухтăр. (Хĕр йĕрри). Ib. Сурăх шăммисене епле те пулсан çын пыман çĕререх (где реже ходит народ) кайса тăкма тăрăш. (Ача ячĕ хуни). БАБ. Хай кунăн çак тукатмăша пытарнă çĕререхрен (близко к могиле) иртсе каймала, тет. Кан. Пур çĕртепе пĕрех шыв тăрать. Почти везде стоит вода. Урож. год. Нумай çĕре çитиччен, кунта лашине кӳртсе (= кӳртрĕмĕр); лаши кунĕ, хăй çӳрен. БАБ. Ку, тесе калат, тет, хăй: çиллентернĕ çĕр пурччĕ, эпĕ ăна хам вилмен пулсан та, туш (тоже) пĕтернĕ пулăттăм. Альш. † Уйрăм-уйрăм çуралса, пĕрле ӳссе, уйăрлмăттăм тенĕ çĕрсем пур. Кĕвĕсем. Хурăн-варта хура та чĕкеçсем пур. Ĕнтĕ çак тăвансемех, ай, килсессĕн, ĕмĕр манмăп тенĕ те çĕрсем пур. Ст. Ганьк. † Калас, калас сăмах пур, кăмăлу юлас çĕрсем пур (боюсь как-бы не обидеть?). Регули 186. Выртнă çĕрте волатăп. Ib. 188. Эп чĕннĕ çĕре килчĕ. Ib. 190. Вăл ĕçленĕ çĕртен килчĕ. Ib. 191. Соха тунă çĕртен (соха туса) килтĕм. Ib. 192. Кăнчала арланă çĕрле выртат. Ib. 195. Вăл пол тытнă çĕртен килчĕ. Ib. 252. Эп эс пĕлмен çĕре кайрăм. Я пошел в незнакомое для тебя место. Ib. 253. Пĕлмен çĕрте илтĕм. Я купил в неизвестном для меня месте. Ib. 294. Вăл пире пол çок çĕре (вырăна) исе кайрĕ. Ib. Ку томтир ĕçленĕ çĕрте лайăх. Ib. 57. Пол тытмалли çĕрте (там, где ловят рыбу) кимĕ тăрать. Ал. цв. 6. Çапла чипер аван пынă çĕртенех, сасартăк вăл хăй умĕнче вут çути йăлтăртатнине курах каять. Ib. Пĕр çулхине чут-чут сысна вилсе каяс çĕртен çĕпре шыв ĕçтертĕмĕр те, чĕрĕлнĕччĕ. ЧС. Анне те хуйхăрнă çĕртен кулса ячĕ. И мама, хотя и была печальна, улыбнулась. N. Кам хăйне, хăй нимĕн те мар çĕртенех (не имея никакого основания), такам вырăнне хурать, вăл хăйне хăй улталать. ЧП. Пĕр юрламан çĕртен юрлатăп-çке. Я не пела, а теперь пою. Регули 274. Парас мар çĕртен патăм. Я не хотел давать, но дал. ЧС. Çав лашана эпĕ пит юрататтăм, мĕшĕн тесен вăл мана пур çĕртен те (во всех отношениях) аванччĕ. Чăв. й. пур. Вăсем çиленнĕ çынна та, хăй умĕнче пит аван, унпала йăпăлтатса калаçаççĕ. Нимĕнпе те çитес çук вăсен кăмăлне, хăй çук çĕрте вара (в его отсутствии) çавăн пек çынна çултен илсе çĕре чикеççĕ (всячески поносят) çĕре. N. Çитнĕ çĕрте пĕр, везде, куда нипопадешь. || В качестве послелогов. Регули 189. Вăл киле килнĕ çĕре апат пĕçерес. К его приходу (домой) надо сварить обед (пищу). Ib. 185. Çăвăрнă çĕрте поплет. Говорит во сне. Ib. 168. Вăл сăмах попленĕ çĕре вăл килчĕ. Ib. 668. Вăл хĕвĕл аннă çĕрелле кайрĕ. Он пошёл по направлению к западу Кан. Вĕсем сăмах панă çĕрте эпĕ те пултăм. Кан. Пилĕк тенки тумланнă çĕре каять (идет на одежду). Тăхăр тенки тăраннă çĕре каять (идет на питание). Якейк. Çăрккаç Мишка эпĕр апат çинă çĕре (когда мы обедали) пыч те, атисам куçĕнчех эп ĕнер олахра ачасампа вылляни (баловала, шалила) çинчен каласа пачĕ. Çантах çĕре анса кайăтăмч, анмала полсан. Юрк. Пĕре çапла, ку чей ĕçме ларсан, кăшт хай хуçи ун патне, чей ĕçме ларнă çĕре, пырса кĕрет. N. Каç пулса килнĕ çĕререх (к вечеру) пăртак чартăмăр (кровь). N. Килне таврăнсан, татах хываççĕ, унтан ĕçсе çиеççĕ. Вĕсем киле таврăннă çĕре (ко времени их возвращения) каç пулат. Вара çавăлтенех тепĕр çĕр пуçланса каят. N. Сӳресе пĕтернĕ çĕре каç пула пуçларĕ. К концу бороньбы стало вечереть. || Употребл. в чувашизмах. О сохр. здор. Вĕсем (пчела) мĕнле ĕçленине курсан, юратас мар çĕртен юратмалла вăсене (невольно полюбишь). Ачач 11. Икĕ çулхи хĕр ачине ыталаса, çывăрас килмен çĕртенех çывăрнă пек выртать. Бур. Пĕр юрламас çĕртен юрларăм çак тăвансем кăмăлĕшĕн. N. Урмак-маки ӳкем тенĕ çĕртен тепĕр йывăçран ярса тытрĕ, теть (чуть не упал, но..). Сунт. Ĕç çук çĕртенех ĕç туса çӳреççĕ. ГТТ. Лешĕ вилес çĕртен вырăс çемйине кĕнĕ. Изамб. Т. Ывăлĕ пилĕк-ултă çавăрăннă çĕре старик акса пĕтерчĕ. Б. Яныши. Унта çитсе, вурăн хатĕрлесе, апат çинĕ çĕре тĕттĕм пулчĕ. N. Çак уйăх пĕтнĕ çĕре (к концу этого месяца), вăл тавăрнмĕ-ши? N. Кĕлĕрен тухнă çĕре (к концу службы) аран-аран пырса çитрĕмĕр. Регули 122. Вăл килес çĕре еп килте полăп. К его приходу я буду дома. Бес. чув. 6. Киле таварăннă çĕре (к его возвращению) унăн ашшĕ вилсе кайнă. || Тема, theme. ГТТ. Çырмаллисем пайтах çĕрсем пур та. || Результат, конец. N. Тата эпир хамăр ĕçе çĕрне çитерейместĕпĕр. Четыре пути. Пуринчен ытла ĕçре вăя шеллес пулмасть, пурне те çĕрне çитерес пулать.

çĕрле

(с’ӧ̆рл’э, с’э̆рл’э), ночью. || Ночь. Янорс. Киле çитиччен çĕрле пулчĕ (наступила ночь). N. Вара çĕрле пулас умĕн киле таврăнаççĕ. N. Çул çинче вĕсем çĕрлене юлнă (их застигла ночь). БАБ. Çĕрле пулса çитсенех.. Как только совершенно наступила ночь.. Регули 1530. Эпĕр онпа вăрманта çол çохатрăмăр; çĕрле полса, çил, сивĕ, çинчен тата çомăр çума пуçларĕ. Толст. Çула хĕвел пĕрре те анмасть, çавăнпа çĕрле те пулмасть. Кан. Мĕн çĕрле пулса куç курми таранччен, до тёмной ночи. Сунт. Ытла çĕрле пуличчен Кĕçтемĕре çитетпĕр. Сунт. Урамра тĕттĕм çĕрлене касса хăйă çутисем урлă та пулĕ хĕресленсе выртаççĕ. Ib. Ытла çĕрлене кайиччен çăкăр хурса лартасчĕ. ТХКА 28. Чылай çĕрле пулсан тин майпе таврăнатăп вара киле хăла лаша утланса. Регули 1453. Çĕрле тĕттĕм полчĕ, каймалла полмарĕ.

çĕр

(с’э̆р, с’ӧ̆р), сто. N. Пĕр çын тунине çĕр çын тытĕ. (Алăк хăлăпĕ). N. Пĕр çын тунине çĕр çын тытать. (Алăк хăлăпĕ). N. Çĕр тенкĕ, сто рублей. N. Çĕр те виççĕ. N. Çĕр те пилĕк, çĕр те пĕре. Календ. 1904. Пĕр çĕр пуç хурт пур. Есть с сотню ульев пчел. Истор. Вĕсем çав ĕçе çĕр пӳлĕме (главана) уйăрса çырнă. N. Çĕр çул, столетие. Сунч. Ула тына: мĕн хак, тет? — çĕр çирĕм пус, теççĕ (т. е. 34 коп. серебром; так и у КС). Чура-к. Касман пир чăрки айĕнче çĕр утмăл мулкачă. (Купăста пуçĕ). Юрк. Çĕр те вуниккĕ, икçĕр вуниккĕ. Шурăм-п. Çинчен тата çĕр çирĕм икĕ пус (35 коп. серебром) укçа парса ярăпăр. N. Çĕр пин, сто тысяч. N. Çĕр те пиллĕк, сто пять. N. Сакăрçĕр çичĕ çул, 807 лет. Тăхăрçĕр вăтăр çул, 930 лет. N. Сакăрçĕр çул. 800 лет. N. Пилĕкçĕр тăхăрвун пилĕк çул, 595 лет. N. Тăхăрçĕр вуникĕ çул, 912 лет. N. Сакăрçĕр вунпилĕк çул, 815 лет. N. Тăхăрçĕр, вунă çул, 910 лет. N. Сакăрçĕр вăтăр çул, 830 лет. Сакăрçĕр тăхăрвун пилĕк çул, 895 лет. N. Тăхăрçĕр утмăл икĕ çул, 962 г. N. Çĕр утмăл икĕ çул, 162 г. N. Виççĕр çул, З00 л. N. Виççĕр утмăл пилĕк çул, З65 лет. N. Çĕр сакăрвунă çичĕ çул, 187 лет. N. Çĕр ик çулхи. || При обозначении возраста, как и при др. числ., год можат быть опущено. Альш. Манăн çĕртен те иртнĕ (старше ста лет) асатте пур. М. Васильев № З, З2. Çĕрте икке çитнине. Якейк. Эс минчере? — Çĕр те пĕрере. Сколько тебе лет? — Сто один год. || Сотня (в смысле админ. разделения). См. Разг. С. Мих. 16.

çĕт

(с’э̆т, с’э̆т’), рвать, изнашивать. || Взрывать, рыть, proscindere. Якейк. † Хăта карти çеремлĕх, сысна çĕтмен (чакăлтаман) вырăн çук. || Поднимать новь. Шел. 21. Вĕсем валли çулленех тем чул çерем çĕтетчĕç.

çĕтĕк-çурăк

тряпье, ветошь. О сохр. здор. Чăвашсен хĕр-арăмĕсем тата çĕтĕк-çурăк сутаççĕ. Кн. для чт. 50. Вăл çĕтĕк-çурăк тумланнă ачасене курсанах, вĕсем çине пырса кĕнĕ. Тюрл. Çĕтĕк-çорăкран кĕл каймас. (Послов.). Полтава 55. Манăн шанчăк тусăмсем: Дульский князăн арăмĕ, иезуит Заленский, çĕтĕк-çурăк — хай кĕлмĕç, ман шухăша тăваççĕ. Юрк. † Аслă йинкенĕн тӳшекки çĕтĕк-çурăк татăкĕ (из обрывков всякой рвани). СТИК. Çĕтĕк-çурăк мишерĕ = çĕтĕк-çурăк, путек тирсем пухса çӳрекен мишер, т. е. татарин-ветошник.

çвер-тискер

хищный зверь. ТХКА 65. Араслан, тикăр, çвер-тискер кайăксем, ирĕкре вăрманта пурăнаççĕ (дикие звери живут в лесах на свободе), тем-те-пĕр çиеççĕ. Çавăнпа вĕсем вăйлă; сывă пулсан, хаярланма та, куштанланма та пулать вара, тетчĕ пирĕн асатте.

-çке

(с’кэ, с’к’э, из „ç“+ „ке“), частица, подкрепляющая утвержденне, отрицание или предположение. Иногда указывает ответ на заданный вопрос, как бы являясь излишним. Регули 496. Тытрăн-и? — Тытрăм-ç (тытрăм-çке). Ты поймал? — Ну да поймал. Ib. 498. Ку шув-и (= шыв-и) — Шу-ç (или: шу-çке). Это вода? — Ну да, вода. Ib. 497. Вăл йывăç хыти? — Хытăç (хытă-çке). Это жесткое дерево? — Ну да, жесткое. Ib. Вăл ювăç хыти? — Хытă мар (хытă мар-çке). Твердо ли это дерево? — Нет (да нет). Иванова. Вара эпĕ тепĕр кунне, школа кайсан, ачасенчен ыйтрăм та, вĕсем те: каять-çке (ну да, уезжает), каять, терĕç. N. Эсĕ чирленĕ витнă? — Чирлерĕм-çке. Ты, видно, был болен? — Ну да, был болен. Ау 62. Кам ку? тет.— Эп-çке, тете, тет. Кто это? спрашивает тот.— Да это я, дядя,— отвечает он. || Часто передается русским ведь, иногда с оттенком возражения. Юрк. Мнтук, эсĕ кунта мĕн хăтланатăн? Ухмаха ерментĕр-çке? — Çук. Ты, Дмитрий, что тут дурачишься? Ведь, чай, не с ума сошел? — Нет. Ib. 502. Эс каламан поль-çке (поль-ç). Ведь ты, чай, не говорил. Регули 504. Вăл кона тăва-çке (= тăвать-çке). Ведь он это делает (сделает). Юрк. Алекçей (Элекçей): манăн пуçăм татах ырата пуçларĕ-çке, ăна мĕнпе турлетес-ши? тесе ыйтса пĕлет. Орау. Ун пек пулать-çке вăл пуринн те (пурин те). Это бывает со всяким. N. Ĕнер пуртă тыткаланăччĕ, паян таçта-çке! — Матрӳне, эс курмарăн-и? N. Укçа пулсан, илĕттĕм те, укçа çук çав.— Пур-çке! (Ведь есть, ты только скрываешь). N. Арăмĕ йĕре-йĕре калать: эпĕ вăл-ку шухăшпа туманччĕ-çке (я ведь это сделала без особого намерения), тет. N. Çĕршĕн тивĕçлĕ хакне тӳлемесен те, пуринчен те ахалех туртса илме юрамаст-çке. Альш. Ку тутар мишукра кăшкăрат: куратăп-çке (ведь я вижу), тет. Ib. Эпĕ: çав шуйттан ачине çиме чартасчĕ-çке (ведь этого чертенка нада кормить), тесе калăп, тесе калать (муж), тет. Регули 503. Сирĕн пор тăвакан. Тумас-çке вăл! Орау. Хусана кайнă, терĕç-çке-ха ăна. Кайман-нм? Ишек. Эпĕ пĕлместĕп тытма; эпĕ тытрăм-çке. || Оказывается (с изумлением). Юрк. Эсĕ сĕт çиетĕн-çке? Сана уншăн çылăх пулĕ! || Да.. оказывается (произносится с известною живостью). Сред. Юм. Килтеçке ô, эп-ха килте çôк тесе. Да, он, оказывается, дома, а я думал, что его дома нет. || Разумеется. Бес. чув. 2. Пулăшасчĕ-çке унăн çак ывăннă лашана; анчах пулăшасен пулмарĕ. || Выражает силу впечатления. СЧУШ. Ялан хуллипе хăмсарса: акă çапатăп, тесе, тăчĕ-тăчĕ те, пачĕ-çке пĕрре пит аван кăна! (да как даст! т. е. да как ударит!). СТИК. Ай-ай, аван-çке! Ib. Питĕ выçрăм-çке! — Как я проголодался! Орау. Аялтан вĕçет-çке-ха. Главное, обратите внимание на то, что он (вĕри-çĕлен) летает низко. Срв. Вăл аялтан вĕçет вĕт-ха, т. е. ведь он, обратите вннимаине, летает низко. || В уклончивых ответах. N. Ăçта каятăн? — Каятăп-çке.. Регули 505. Тем (темскер) тăвас-çке. || Выражает обьяснение. Яргуньк. Упăшки: ма килтĕн чĕрĕлмесĕрех, тенĕ; карчăкки каланă: кĕт утă çулакансене апат туса çитарас, тесе каларăм-çке-хе (хотела вот), терĕ, тет. СТИК. Ăçта пуçтарăнатăр тата? — Вутта каймалла-çке те, юр çăва пуçларĕ-няк. Юрк. Ухмахлăхăпа çапла хăтланса çӳретĕн-çке, пархатарсăр япала, кахал! || Выражает согласие со словами собеседника. СТИК. Çын хуйхине пусарса, хуйхăртса, хăй нушине каласа панă хыççăн ăна итлесе тăракан çын хыттăн сывласа: çапла-çке ĕнтĕ, мĕн тума çӳрен, килнĕ нушана тӳсес пулат. (Дальше следует перечисление своих нужд). Ib. Эс ачăна вĕренме янă темеççи? — Вĕренме яма ятăмăр-çке те-ха ĕнтĕ, темле вĕренĕ — питĕ наян. Ib. Çын патĕнчи пурăнăç йывăр-çке те çав.. мĕн тума пăхан: çиес килет. Ib. Авлантарса ятăмăр-çке те-ха.. темле пулĕ. (Гов. человек, женивший своего сына. но чующий, предчувствующий что-то недоброе. Он выражает этим сомнение; в его словах звучит грусть). || Иногда выражает недовольство. Яжутк. Иван хуçана каларĕ, тет: пĕр паршине парăн-и? тесе каларĕ, тет. Хуçа Ивана каларĕ, тет: парăп-çке, тесе каларĕ, тет.

та

(та), и, да, еt (соединительный союз). См. те, а также Оп. иссл. чув. синт. I, 243—246. Регули 1484. Мана та она пачĕç, ыттисене памарĕç. Мана та, она та пачĕç. Ф. Н. Никиф. Сум та пилĕк пус, 30 коп. (но: ик сум вунă пус, без „та“, или: ик сум вунă пус, 60 коп). Ib. Пин те çĕр тенкĕ, пин те пĕр тенкĕ. Ib. Тенкĕ çурă, 11/2 руб. Ерк. 4. Куçăм-пуçăм вут та хĕм выляса кайтăр. СТИК. Пасара карăм та.. чашкă-çпала илсе килтĕм. N. Кăшкăрса пуçтартăмăр та, киле кайма шухăш турăмăр. КС. Апла та (и так) хăтланчĕ, капла та (и этак) хăтланчĕ — пултараймарĕ. Регули 1546. Кивĕ полсан та, çĕнĕ полсан та илĕпĕр (все равно купим). Кивине (киввине) те, çĕнине (= çĕннине) те илĕпĕр. || Выражает повторение. Якейк. Пуян та пуян, терĕçĕ (все твердили, что он богат), хăйĕн виç тенкĕ окçи. Ib. Йăвана: начар та начар, терĕçĕ, халь пырса пăх-ха Йăвана мĕн манерлĕ çорт туса лартрĕ. Кушакпа автан 15. Катмар хурăнсен кăтра пуçĕсем лăстăр та лăстăр йăштăртатаççĕ. Чав. й. пур. 15. Таяпасем каланă: куртăмăр та куртăмăр, тенĕ (все, один за другим, заявляли, что видели). || Указывает на длительность действня. Букв. 1904. Çавăнтан кайран Йăвашка Энтрейĕсем аккаланă та аккаланă вара (знай себе пахалн). || Да и.. Ала 13. Эпĕ паян кунĕпе çӳресе ăвăнтăм (устала), каç та пулать, кунтах çăвăрас пулĕ манăн. Н. Карм. Нумай та калаçрăм, каçарăр мана. Толст. Хĕвел кăшт тухать те, анса та ларать (взойдет не надолго, да и закатится). || Даже. Изамб. Т. Ик-виç кун та шырарăм, лаша çинчен пĕр хыпар та илтеймерĕм. || Даже, даже и. Ст. Чек. Кушакĕ тармас та (даже и не убекает), тет. КС. Пĕр çухрăмах та çук. Нет даже и версты. Ib. Хытăраххăн та чĕнсе пăхрăм та, итлемеçт. Даже пробовал и покричать, не слушает. ТММ. Асапсăр пулла та пĕверен кăлараймастăн (с русск.). Чуратч. Ц. Эсĕ çакшăн та макăратăн-и? Уншăн пĕрте ан макăр, кил хам çумма вырт, пĕрле çывăрар. N. Аш мар, полă та памаç. СТИК. Çакна та ĕнтĕ туса хураймастăн! Даже и этого не можешь сделать. || Усиливает обобщение. Альш. Вăл шыв чăххи ытти кăвакалсем пек вĕçсех çӳремес: вăл ялан та хăмăш ăшнелле тарат. N. Манăн икĕ ывăлĕ те (или: икĕ ывăл та) салтака кайрĕç. (Но: икĕ çулĕ те Нурăса каять). Ib. Пирĕн икĕ учитĕлĕ те Хусана кайрĕç. N. Вĕсем пурте кунта. Они все здесь. N. Ун пекки кирек ăçта та пур. Такие есть всюду. || Выражает усиление и в др. случаях. N. Кил! эпĕ сана нумай шывсем çинче ларакан ытла та (очень уж) аскăн арăма сут тунине кăтартам. Ерех 3. Вăл Мускавра çамрăкранпах пĕр хапрăкаэ ĕçленĕ, ялта пĕр-икĕ çултан ытла та пурăнман. Абаш. Эс топмăн та. Ты пожалуй и не найдешь. Шăна чир. сар. 12. Хăш Йышши шăна талăкра аллă хут та ытла сысать. М. Яуши. Эсĕ мана темиçе хут та улталарăн. Бгтр. † Ку инке усал пулсан, çичĕ çулсăр та килес çук. Шел. II. 64. Миçе юрă кунта? тесен: икĕ çĕр юрă та ытла.. терĕ. N. Вăхăт нумай иртрĕ, уйăх та ытла сантан писме илменни (уже больше месяца, как я не получал от тебя писем). Кан. Ял совечĕ кăçал çу-каçа та (за все лето ни разу) Кăмакал ялĕнче халăх пухăвĕ туса иртермен. Орау. Мĕн çур сахач (= сахачĕ), сахат та ытла иртрĕ пуль ĕнт! Какие полчаса, наверное, уже больше часа прошла! Альш. Кĕтӳçĕсем ялан та (повтоянно) тутар ачисем хăйсен. Ib. Пĕр-иккĕшĕ (сăвăрсем) ялан та ту çинче çын килнине сыхласа лараççĕ. Ib. Пĕр вунă-вун-пилĕк çухрăм хутлăхĕ çӳлĕ ту килет ялан та. Ib. Малта таçта çитиччен ялан та анаталла каймалла. Баран. 122. Ватă йывăçăн варри ялан та çĕре пуçлать. Ала 5. Вăл каларĕ, тет: эпĕ мар паттăр, тесе, вăт паттăр та паттăр, халь тухнă, тет, Иван Суволов паттăр. || Усиливает отрицание. N. Пĕр конта ояр кон çок. Нет ни одного ведряного (ясного) дня. Регули 1428. Вăл пире пĕр татăк та çăккăр паман. N. Эпĕ улахран пĕр каç та юлман. || N. Вăл кӳлĕ пит çутă, çавăнпа та (поэтому то.. и) ăна Çутă-кӳлĕ тенĕ. К.-Кушки. Вăл ăна вĕлернĕ те. Он-то его и убил. || Так как. Абыз. Кликка каларĕ, тит: вăрларăм; ху каларăн та вăрлама. N. Унта çул çук, карти çумнех юр çуса тултарнă та. Там нет дороги, так как там нанесло снегу к самому забору. || Правда, что.. но (уступление). N. Çанталăкĕ сиввине сивех мар та.. Правда, что сегодня не холодно (и потому нет нужды, напр., топить печь). || Изамб. Т. Упăшки те наян та, арăмĕ тата ытларах. И муж-то ленив, но жена еще ленивее. Кратк. расск. 12. Иосиф вăл хăй кирек мĕнле пултăр та, çапах та пирĕн тăван-çке вăл. || Но, а, да (противительный союз). N. Чавса çывăх та, çыртма çук. (Послов.) СТИК. Çакна туса хумаллаччĕ те, пулмарĕ. || Хотя.. но. КС. Вуламан пулсан та (хотя и не читал), эпĕ çапах (всё-таки) пĕлетĕп. Ib. 1509. Эпĕр каламасан та, вăл пĕлĕ. Хотя мы и не скажем, но он узнает! Баран. 123. Намăс та пулсан, (хотя и стыдно сознаться, но..), пирĕн хушăра ун пек çын нумай. || Иногда при употреблении этого союза речь кажется оборванной, при чем как бы остается невысказанным какое-то воэражение или ограничение. N. Укçу пур-и ара? — Укçи пур та.. А есть ли у тебя деньги? — Деньги-то есть. N. Çаплине çапла та.. Так-то оно так.. (оно верно-то верно.,.). Якейк. Манасси манман та (забыть-то не забыл).. каласси каламан та. корасси корман та.. тарасси тарас çок та.. вăрçасси вăрçас çок та. Альш. Тарçи калат: мĕн, пачăшкă, вăрçатнам? тет. Пупĕ: вăрçасса вăрçмастăп та, ахаль калап, тенĕ. КС. Аплине апла та, ыйтмасăр та илме юрамаçть çав. Так-то так, но дело в том, что и без спросу брать не годится. || Иногда присоединяет следствие. N. Антон уксак та, хытă утимас. Регули 401. Эп çавăн чох пырса та онта, эп пĕлетĕп вăл вырăна. || Просто, прямо. Шурăм-п. Чăваш хăй куçне те ĕненмест. Унăн шухăшĕпе ку улпут ухмах та. Якейк. || С деепричастием на „сан“, „сен“ иногда соответствует русскому может быть. Якейк. Кайсан та кайăп. Может быть и пойду. Ib. Парсан та парăп. Может быть и дам. || Уж и.. N. Нумаях та тăмасть, урамăн хăрах хĕрне çаратса та тухать. В. С. Разум. КЧП. Кунта ларсассăн, каç та пулса кайĕ, манăн киле каймалла. КС. Туса хутăн та-и? Ты уж и сделал? N. Чĕнтĕм анчах, чопса та çитрĕ: ах ĕçесси килет ӳке! (вероятно, ему хочется пить). Ал. цв. 10. Çапла жалать те, хĕрлĕ чечеке татса та илет. Чуратч. Ц. Пăртак ĕçнĕ-и, ĕçмен-и, куна усал сухалĕнчен ярса та илчĕ (уж я схватил), тет. || Выражает неожиданность. М.-Чолл. Ир тăрсан, пăхать, вунă улма çук та (а десяти яблоков уж и нет), тет. || Именно. Якейк. Чĕре ыратнăран та тохтăра кайнă, ахаль кам каять-ке? (Гов. с недовольством). || Соответствует русскому „а“. N. Самай та юлашкинчен пит нумай (пĕр виçĕ пин ытла) пĕр хуçаран илсе таврăннă. Завражн. Поп патне карăм та, попĕ çок та тăта (еще). || В отрицании — даже и не, и не. Ск. и пред. чув. 50. Ан та шухăшлăр шăннă ĕç çинчен! Янтик. † Пир(ĕ)н Тимеше пырсассăн, çĕр тенкĕсĕр ан та пыр (т. е. не имея сотни рублей, чтобы уплатить за невесту). N. Çавна валлиех сăкманлăх илейĕн-е (купишь ли на кафтан); укçа сахал пулсан, ан та ил. Конст. чăв. Тинĕс хĕрне çитсен, нумаях та тăмарăмăр, пароход çине кĕрсе лартăмăр. || В выражениях удивления — ну и.. Толст. Ăслă та-çке сан пуçă, ăстарик! N. Макарăн та чăмăрĕ пысăк-çке, ача! Альш. Аван та юрлаттаратьчĕ вăл ачасене. || В песнях иногда имеет неопределенное значение. Н. Карм. † Пĕчĕк кăна лаша — турă лаша, Белебейрен йăвăр та тиярăм; ах аттеçĕм, тетĕп, ах аннеçĕмI пĕлеймерĕм — йăвăр та каларăм. || В произведениях И. Н. Юркина как индивидуальная особенность встречается в главных предложениях, которыми вводятся в диалогах собственные слова второго из собеседников. Юрк. Мĕншĕн? тет ку та, хăне апла каланăран, ăнланаймасăр.

та пулин

даже и. N. Вĕсем питлĕ пулнипе Варнава та пулин вĕсен енне кайрĕ.

тавлашу

(-жу), спор, состязание. Ала 9. Çапла вара ĕçсе-çисе ларнă вăхăтра тавлашу çине кая пуçланă, тет. Вăсен тавлашу акă епле мĕн çинчен пулнă: ясар тĕлĕшрен пулнă вăсен тавлашăвĕ. N. Вĕсем икĕш пĕр-пĕринпе тавлашу хунă (начали состязание, спор, тяжбу?). N. Тавлашу-харкашу, ругань.

тав-ту

приветствовать. Янш.-Норв. Упăшки арăмне сак çине лартсан, ывăлин (т. е. жениха) ашшĕпе амăшĕ вара тултарса лартнă куркана тав-туса ĕçеççĕ: ашшĕ ывăлне тав-тăвать те, акă çак сăмахсене калать... N. Эсĕ мана аса илсе праçникшĕн пĕр виç курка тав-туса сăра ĕç-ха. (Письмо). N. Тав турĕ те, ĕçсе ячĕ. Пазух. Йĕрке çитмессерен тав-тăватăр, савнă хăнăрсем эпир-и (мы ли желанные гости)? N. Хĕрĕ пӳрте кĕрсен, ашшĕпе амăшне ӳксе пуççапать. Ашшĕпе амăшĕ вăл вăхăтра куркапа сăрă тытса тăраççĕ; вĕсем, сăрине ĕçсе, тав-тăваççĕ: тав сана, хĕрĕм! теççĕ. N. Вара хĕре ĕçтереççĕ тав-туса, пĕркенчĕк илсе пыраççĕ. Корсун. † Тăванçăм тав-тумасăр ĕçмерĕм: тав-тăва, тав-тăва ĕçтерчĕ. Юрк. Чи малтан тултарнă эрех куркине, кӳршипе хăнине тав-туса, хуçи тĕппипех хăй ĕçсе ярать. Тепĕр черккине тултарса, кӳршине тыттарса, ăна ĕçсе пама хушать. Т. VI, 60. Унтан ĕçтерекенни: арçынсене ĕçтерсе пĕтертĕм, тет. Вара кĕл-кĕлекенни: ĕçтерсе пĕтертĕн пулсан, хĕрарăмсене тав-ту, тет. Юрк. Кĕл-туса илсен, лешсем пекех пăраçникпе тав-тăваççĕ, мĕн тăваççĕ, укçа парасса кĕтсе. Микушк. † Тав-тусам-и (надо: тăвам-и), тайăлам-и, ăсталла, тăван, каям-и? Т. VI, 64. Вара хуçисем ларсан, ытти юрлаканнисем ахаль пуççапаканнисене тав-туса параççĕ те, ĕçеççĕ. N. Унтан пăлтăрта мăн-кĕрӳрен курка илсе, упăшки (новобрачный) арăмне, ятне каласа, тав-туса ĕçтерет. Унтан хĕрĕ те (новобрачная) упăшкине ятран каласа тав-туса, ĕçтерет. || Благодарить. Хурамал. Ĕçсе çисен, вара тав-тăвать. N. Вĕсем ĕçсе çиеççĕ те, вара хуçисене тав-тăваççĕ. Поев и попив, они благодарят хозяев. N. Вăл хăйне ырă тунăшăн темĕскер пек тав-тăвать. За сделанное ему добро он бесконечно благодарит (т. е. очень признателен).

тавăр

(тавы̆р), возвращать, вернуть. Бес. чув. 9. Эсĕ час тавăрайăн-ши? Манăн нумаях та мар укçам, вăл та пулин хама кирлĕ пулать. N. Вара ăна патша каллех Риме тавăрнă (вернул). Кан. Тавара хакла сутнипе нумай услам илет те парăма юлнă укçана услампах тавăрма пултарать. || Свернуть. Тим. † Тавăрăпăр сăмсине. (Угроза). || Переворачивать. N. Вуниккĕн ыраш çапаççĕ, Митрофан тавăрат. (Çăкăр çини). СТИК. Кĕлте таврас, сарăм таврас (переворачивать снопы или посад во время молотьбы). N. Шур кĕпелисем çапаççĕ, хĕрлĕ кĕпели тавăрса пырат. (Апат çини). Сĕт-к. Утă тавăр, ворочать сено (на сенокосе). || Засучить (рукава). КАЯ. Эпĕ кĕпе çаннипе куçа тавăрса шăлтăм. Тăв. 53. Тĕкĕр пек çуталса выртакан кӳлĕ хĕрринче Кулине шурă йĕм тавăрса тăрать. || Выворачивать. N. Вăсем ухтарса пирĕнне кăсясене те тавăра-тавăра хучĕç (они вывернули у нас карманы). Изамб. Т. Куçа çӳп кĕрсен, пĕр-пĕр аста арăм чĕлхипе çуласа тупат та, унтан тавăрса илет. Орау. Куçне-пуçне тавăрса ларать. Сидит, неприятно растаращив глаза. Утăм. Куçĕсене тавăрса пăрахса çӳреме тытăнчĕç. Якейк. † Пирн апия йорас-тăк, корăк тымарне таврас полать (выворачивать). || Выворачивать наизнанку. Сĕт-к. Кĕпе тавăрса тăхăнтăм, кĕпе тавăрса чиксеттĕмч. Баран. 162. Çĕлĕкин хĕррине çăмне тулалла туса тавăрса хунă (у кадмыков) || Оплатить. Янш.-Норв. † Ах хăтаçăм, тăхлачçăм, çирĕн ĕçкĕре-çикĕре тавăрса пулĕ-ши ĕмĕрте! N. † Тăвансем лайăх, хамăр чухăн, тавăрассинчен хăратăп (боюсь, сумею ли я им воздать равное). Ст. Чек. Пурне те тавăрса пĕтереймĕн, хăшне тата турă тавăртăр. Собр. Çак çăкăра таврайăп-ши ĕмĕр иртиччен? Удастся ли мне когда-либо воздать (им) равное за этот хлеб-содь. N. Вĕсем саншăн тунине хирĕç мĕнпе тавăрас пур санăн? Чем ты можешь заплатить за их заботы о тебе. Ал. цв. 10. Хăна ырăлăх тунăшăн эсĕ çапла тавăр-тăк-и ĕнтĕ мана? || Мстить. N. Ку çынна епле хирĕç тавăрам-ши (месть)? N. Макар Семенов çине Аксенов çав тĕрлĕ хытă çиленнĕ, хăй пуçне çухатсан та, ăна таврассиех килнĕ. || Воздать. Ёрдово. † Пире кăçал çын çини, таврасчĕ те, ял аслă. Цив. † Çынтан илтнĕ сăмаха турă тавăртăр, тейиеттĕм (т. е. пусть бог обратит дурные пожелания на проклинающего). || Возвращать назад (невесту). КС. Хăшĕ калаçнă хĕре каялла тавăраççĕ. || Отказаться от покупки. N. Тавăрчĕ, спятился (о покупке). || Опровергать. N. Ку хушăра тавлашнă çĕре министрсем те пыркаларĕç, анчах министрсен сăмахĕсене çавăнтах тавăра-тавăра пычĕç. N. Хăвăн çу сĕрнĕ çыннуна, Давид чурушăн та пулин, ахаль тавăрса ан ярсам. || Возмещать? Юрк. † Ялта ырă çынсем нумай пулĕç, хамăр тăвансене çитес çук, çитсен те ăна таврас çук, тавăрсан та пире пулас çук, пирĕн юлнă кăмăл тулас çук, пире юлташ пулса тăрас çук. СТИК. Ку лашана илсе эпĕ усă кураймарăм; акă ĕнтĕ илни икĕ çул, çинĕ хакне ĕçлесе тавăрайман пуль (не заработада истраченного на нее корма).

тавнувах

давно уже. КС. Орау. Халь çĕлне анчах мар-ха (не нынче), тавнувах пĕр-ик-виç çул пур нихак вĕсем çунса кайни (как они погорели).

таврала

тавралла, вокруг, кругом. Ст. Яха-к. Вĕсем çав çăкăр хыттине йĕп тăрăнче суллантариччен, çăкăр хыттине тута таврала тем каласа çавăраççĕ. N. Çак çын ĕнтĕ çак купăста пахчи тавралла пăхкаласа çӳре пуçларĕ, тет. Хурамал. Ăна эс ак çапла ту: пĕр çĕре пит пысăк çурт тутар, ун тавралла тип вутă купалаттар. Ib. Вара хуçипе лашине илекен те тавралла чупса каяççĕ. N. Тавралла пăхкаласа, пăшăлтатса, кулкаласа тăраççĕ. Çĕнĕ-Кипек. Ыйттисем пурте, алран ал тытăнса, тавралла карталанса тăраççĕ. Ib. Унтан вара тавралла вырăнаçса тăраççĕ. Орау. Хĕвел тавраллах карталанчĕ (в кругу), çăмăр парать пуль. Ib. Пурне тавралла касса çавăрчĕç те, пуç чашăккине кăларса илчĕç.

таврари ырăсем

назв. духов. М. Васильев. Таврари ырăсем тесе вак-твек турăсене каланă. Вĕсене парне памасăр юраман; вĕсем, парне памасан, çулта-йĕрте вĕсен тĕлĕнчен иртсе кайнă чух хăратса çынна чирлетме пултарнă, парне паракана тĕрлĕ усалтан сыхланă.

тавраш

(-аш), окружье, окруженье. N. Пĕтĕм тута-сăмса тавраш (область рта и носа) питĕ ирĕлсе карĕ-ха — тӳрленмест. Собр. Уйăх таврашĕ карталансан (если месяц в кругу), йĕпе пулать, теççĕ. Б. Яныши. Çак кĕпер таврашне, çĕртме çинче утсене çитарма ялан курăк çитĕнтереттĕмĕрччĕ. О сохр. здор. Кровате (чит. кравата) тата алăк патне, чӳрече таврашне (около окон) лартма юрамасть. || Окружность. Ск. и пред. чув. 34. Карталанса йĕри-тавра тăнă ташă вырăнĕ, вунă чалăш таврашĕ. || (Приблизительное) время. Альш Миххайла праçникĕ таврашĕнче (около Михайлова дня) юр ӳкет, ӳкнĕ çул (в иной год). || Отношение. N. Наянлăхăмпа çыру яраймасăр тăратăп, тетĕн, вăл тавраша (в этом отношенни) эпĕ хам та çавах, анчах савнă çыннăмран çыру вăл-ку илсен, кирек хăçан та хирĕç часрах çырсă яма тăрăшатăп. || Относящееся до.. Изванк. Пирĕн ялта мур таврашне пĕлекен пĕр Микул карчăк анчах. || То, что относится к известному роду предметов. Юрк. Эрех таврашне пăхса тăма хăйсене уйрăм пысăк тӳресем тытса тăрат. Кама 7. Васса (пуçне пăркаласа). Е-е-е-х! ăс тавраш санăн. Хăнаран укçа ыйтаççĕ-и? Кам вĕрентрĕ сана. Тьфу, йытă пичĕ! N. Кунта япала таврашĕ питĕ хаклă. Баран. 44. Ялта лăпах пулнă, хăйă çути тавраш нимĕн те пулман. N. Выльăхăн ăс тавраш çук, вăл ăçта каяс килнĕ, çавăнта каять. Кан. Пуш урапанах: таврашсене çĕмĕрĕ (лошадь), тесе, калла турттарса килтĕм. ППТ. Çĕрен хуллин таврашин çӳп-çапне (сор от прутьев, обломки) прахтармаççĕ (не позволяют бросать). N. Пахăр-кĕмĕл тавраш(ĕ), çурт-хуралтă тавраш(ĕ). Менча Ч. Вĕсем акана тухаччен малтан ака таврашсене, суха таврашсене, сӳре таврашсене хатĕрлеççĕ. N. Çав вăра таврашĕ мар-и (это не вор-ли какой-нибудь) мĕн пĕшкĕнсе (нагнувшись) пырать вал пирĕн хыçран? Юрк. Начальник таврашĕ вăл тĕлтен сана аса та илме пĕлмест. О сохр. здор. Улпут таврашĕнче нихçан та сăпка кураймăр эсир. Юрк. Сирĕн вара ку çулта ĕне тавраш çук-и мĕн? Разве нынче у вас коров нет? Ib. Пирĕн чăвашăй йĕрĕх таврашĕнче пукане пек япала таврашĕ çук (никаких идолов не бывает). ППТ. Масар çинче кĕлĕ таврашĕ-мĕнĕ тумаççĕ (никаких молений не совершают). Сборн. по мед. Лаша-выльăх таврашĕнчен: ут-выльăха çамрăк чухне чипер пăхас пулать, тетпĕр. Халапсем. Эпĕ халап таврашне пĕртте пĕлместĕп. Я, вообще, совсем не знаю сказок. Баран. 29. Тăван хĕрĕ пек курса, ун валли тавраш хатĕрленĕ. Ib. 162. Пуринчен ытла лаша таврашне çӳререх параççĕ (калмыки). || Принадлежности, приспособления. О сохр. здор. Çавăнпа ача кипкисене, унăн çăтарне, тата ытти таврашĕсене те тасарах тытма тăрăшăр. СПВВ. Тавраш нуммай кирлĕ. Нужно много разных вещей, приспособлений, одежды и пр. (Так понимают в Сред. Юм.). ЧП. Атте салат пачĕ те, анне тавраш пачĕ те. Ходар. Сăрине (для „тайăн сăра“) тунă чухне таврашсене пит тирпейлĕ тыткалаççĕ (наблюдают за чистотой посуды и принадлежностей, которыми пользуются при варке пива). || Одежда (в некоторых выражениях). О сохр. здор. Хамăр тавраша ялан таса тытас пулать. Болезни. Тепĕр çĕрте хĕретнĕ-кăвакартнă таврашпа çӳреççĕ. Букв. Таврашна тасарах тытса усра. Будь опрятен. Янш.-Норв. Епле унăн (девушки) таврашĕсем чечен. Ib. Пасар таврашĕ те унăн питĕ нумай (у девушки, которую думают взять замуж). Орау. Хĕрарăм таврашĕ. Сред. Юм. Хĕрарăмăн кĕпе-йĕм (белье) нăмай пôлсан: тавраш нăмай, теççĕ. Алик. † Çын таврашпе килмен, хам таврашпа хам килтĕм, атийăк та апайăн. (Из песни туй арĕм). || Наряды. Собр. Хĕрĕ (невеста), пасар çитсен, пасара кайса, таврашсем илет. Бур. † Ай-хай, хамăр тантăшсем, кĕмĕллĕ иккен таврашсем. || Приданое (добро). N. Пĕр таврашĕшĕн илни анчах пулчĕ, хăй нимĕн тĕшне те тăмаçть (про жену). Чураль-к. † Ах кинçĕм, Пăраски, час тапранса часах тух; час тапранса тухмасан, хăвăн (= хăйĕн) таврашпе тухмаçть, тет, хăвăн таврашпе тухсассăн, час тапранса тухать, тет. (Свад. п.). || Добро, имущество. Иванова. Çак пушарта нумай тавраш, пĕр хĕр-ача çуннă. Истор. Ытти хаклă йышши таврашсем те нумай парса янă. Изамб. Т. Пуяннисем таврашне (япалине) кура хаклăрах тӳлеççĕ. || Сбруя. N. Урапасем ӳпне çавăрăнса каяççĕ, таварсем пылчăк çинче таптанаççĕ, лашисем ĕрĕхсе, таврашсене таткаласа çӳреççĕ. Ёрдово. Лаша таврашсем вăлсен питĕ япăх, таврашсене пĕртте юсамаççĕ. Лашине хытă кӳлсен: тавраш ванать, теççĕ. Чураль-к. † Ачи шухă, ан тийĕр, ати тавраш шуç тавраш; çав шуç тавраш пĕтмесĕр, пирĕн шухă пĕтес çук. Актай. † Шупашкар хуçи аттим пӳр, шуç таврашсăр тухас çук. Н. Байгул. † Йăлтăр-йăлтăр йĕс тавраш, çутатмасан килĕшмест. || Органы. N. Вал кăшт çех вырăнтан сикме пултарать, хăйĕн пур таврашĕсене те пĕтернĕ, вăл сывламасть те, унăн юн тымарĕсем те çук, çăварĕ те, хырăмĕ те, пыршисем те, хыçалти шăтăкĕсем те çук. || Материал. N. Машиная шухăшласа кăлараканни çавна тума хăй таврашĕпе те çĕр тенкĕ анчах илнĕ. Ал. цв. 20. Çулçăсем, туратсем, чечексем карнă, ылттăи-кĕмĕл ука таврашпа витнĕ хăй юратнă сакă çине ларать. || Род, фамилия. Орау. Çав Кăрнин усрав ывăлĕнчен Ситемен тавраше пуçланса кайнă. Альш. Мăрса йăхĕсем каяççĕ куçса Пӳркелне. Пӳркелĕнче халĕ те пур, Мăрса тавраш, теççĕ. КАЯ. Апрам таврашĕ (пирĕн йăх ячĕ). N. Кам таврашĕ эсĕ? Ты из какого рода (или: фамилии)? N. Тăраль (трал’) тавраш (-аш). Орау. Урлав таврашĕ питĕ ĕрчĕхлĕ ăру вăл. Орау. Вăсен таврашĕнче путлĕ этем пур-им? || Нечто подобное, такое. Дик. леб. 40. Вăл ун пек тавраша унччен нихăçан та курман. N. Нумайĕшĕ çĕнĕрен законсем кăларасшăн пулчĕç. Нумайĕшĕ вăл тавраша кĕтмен, вĕсемшĕн вăл ĕç сисмен çĕртен пулчĕ. СТИК. Пирĕн вăл тавраш мĕн çук? У нас ничего подобного нет. (Возражает, почти что обидевшись, на вопрос: сирĕн им-çам пур темерĕç-и, парăрччĕ, пулсан). || Культ. ЧС. Ку киремет таврашне ан тăвăр. Не совершайте этих идольских обрядов. || Альш. Хирти Кушкă таврашĕ, çĕнĕ Мертлĕ таврашĕ акат вăл анасене: çавсен çĕрĕ, тет вăл. || Обстоятельство (грамм. термин, неолог.). || В смысле послелога. N. Атăл таврашĕнче ун пек хула нуммай. В Поволжье таких городов много. Ib. Хула (ял) таврашĕнче (около города, деревни); çăварни таврашĕнче (около масляницы). N. Пукрав таврашне те таврăнайăп-ха эпĕ. Неизвестно, вернусь ли еще я к Покрову. N. Мункун таврашнелле те тавăрнайăпăр, тем. Неизвестно, воротимся ли мы к пасхе.

така чӳкĕ

принесение в жертву барана. Менча Ч. Така чӳкне вĕсем ак епле чӳклеççĕ. Çуркунне пуранланă путексем ӳссе çитсе, аш тути кĕрсессĕн: çĕнĕ ашпа чӳк тăвас, теççĕ. Çĕнĕ ашпа чӳк тумасассăн, аш-пăш перекетсĕр, тутăсăр, техĕмсĕр пулат, теççĕ. Ст. Чек. Така пуснă чухне такана шывпа сапатьчĕç: чӳк çырлах! тесе. Така силленсен: çырлахтăр, тетчĕç виçĕ хут. Силленсен вара, турра юрăхлă пулат, вырнаçат, çырлахат. Силленмесен вара, вырнаçмас, çĕнĕрен сапаççĕ, çавнах калаççĕ. N. Така чӳк тунă çĕре те каяттăмăр.

такам

(тагам), неизвестно кто. N. Кам ку? Такам-çке. Кто это? Не знаю кто. Кто его знает. N. Такампа кайнă вăл, эп курман. Не знаю, с кем он ушел, я не видел. N. Такамăн пур вăл, пирĕн çук. Не знаю, у кого он есть, у нас нет. Такам ачисем вĕсем. Не знаю, чьи они дети. N. Парасса патăм (отдал) та, такама патăм (действие отдачи помнит хорошо); парасса панă та, такама панă (действие отдачи представляет себе неясно). Чеб. Такамсем çĕрле килнĕ те, хамăра улмапа пере-перех татса карĕç, терĕм. || Всякий, каждый. Н. Карм. Мана ĕнтĕ эсир мар, такам та ятламалла, мĕншĕн тесен, эпĕ темиçе çултан та сире тав туса пĕр çыру та çыраймарăм. N. Ăна такам та паллать. Про него чай знает всякий. N. Такам та пĕлет. Кан. Куçарасси Мами аван куçарнă. Такам та ăнланмалла. || Прямо никто. N. Эпир курнине такам та кураймĕ. Никому не придется испытать того, что мы испытали! || В чувашизмах. Могонин. Такамран ыйтсан та (кого ни спроси), çак ниш çинчен калама пултарать (может рассказать). Ст. Шаймурз. † Улма патăм-илмерĕн, кĕмĕл патăм-суйларăн. Пит нуммай вăхăт çӳрерĕн, ху та такама каяйрăн (за кого-то ты сама выйдешь). Изамб. Т. Мана тата хамăр пекки пулмасăр, такам пулмĕ. Какого еще мне жениха ждать? Ведь нас не вельможа какой возьмет. Орау. Кам вăрланă-ши укçине?.. Такамах мар пуль-ха (не больно кто, чай..) хăйсен ачипчисем путлим (= путлĕ-им). N. Эсĕ, ачам, такамшăн такам пултăн, маншăн турах пултăн. Кил, эп сана чуп-тăвам. Не знаю, как другим, а мне ты, дитя мое, сделал превеликую услугу. Иди, я тебя поцелую. Выçăхакансем 26. Эпир ĕне сутатпăр иккенне такам çăви сарса янă (какой-то чорт разблаговестил, т. е. распустил об этом слух). || Нет. Сятра. Тĕнке-тона, хы çут (= хыйă çут), теччĕ (говорят).— Такам (= айӳк?), тет тĕнке-тони: коарпа пиçсе тĕтĕмпе пĕрле те вĕçсе каяс польă, тет.

такăш

такăшĕ, неизвестно который. Бес. чув. 21. Вĕсене эпир куçпа кураймастпăр: такăшĕ унта тымарĕ, такăшĕ туни, такăшĕ çулçăлă турачĕсем, çапах вĕсем вăрă ăшĕнче пур. N. Чӳлмекĕсем пымалла та, такăшне илес. Горшки ничего, но не знаю, который купить. || Который-то, кто-то. N. Такăшне Йăвансам исе кайнă полмалла. Орау. Такăш килнĕ. Ib. Такăш масар (мазар’) çĕмĕрсе кайнă анкарти алăкне. См. тахăш.

талпаслан

(-лан), остервениться? Городище. М. Тиуши. Тан-пиçен, тан-пиçен, талпасланас сасси пур. || Разговаривать, рассуждать, беседовать. Икково. Талпасланса лартăмăр. Мы разговаривали. Бгтр. Сив-чирсем хăйсем çынсене асаплантарни çинчен талпасланса пыраççĕ, тет. || Стремиться. N. Вĕсем вăл ĕçе хăйсен аллине илме талпасланаççĕ.

тапалаш

то же, что тапалан. || Переносно — пытаться, стремиться. Кан. Пуянтараххисем районри сеса хăйсен делегачĕсене ярасси çинчен тапалашни те палăрнă. Анчах вĕсем тапалашни ахалех пулнă.

тапак

(табак), табак. СПВВ. N. Тапак пуçа анăраттарать (одуряет, дурманит). Кан. Çав укçана вăл пĕтĕмпех тапак туртса пĕтернĕ (истратил на курево). N. Тапакнĕ пĕрер пероскă торттартăм (дал покурить). N. Хуйхăпа тапак туртма (курить) вĕрентĕм. Якейк. Вăл чĕлĕм тортмаçть, сăмсая тортмалли тапак тортать (не курит, а нюхает). Собр. Йĕкĕр çăла кĕрпе ярап. (Сăмсана тапак туртни). Моркар. Çавнан (= çавăнтан) вара салтак çич çолтанпа уçман тапак пураккине, тапак тортма та пăрахнă. Ib. Салтак есрелĕ пынă çĕре тапак пураккинчен сăмсана тапак шăршласа тăрать мĕн. Изамб. Т. Тапак хырăма тăрантмаст. Шибач. Тапак торт, нюхать табак. Альш. Кил-ха, тапак турттар! (Говорят ребенку, пощупают, потом чихнут и говорят: чху, ай-ай, тапак хăватлă!). См. аччу. || Nomen penis commune, quod cum in sermone familiari usurpatur nullius pudorem laedere solet. Русак. Тапак вĕçне çуралнă чухне касмаççĕ (чуваши-язычники). Ăна турă ытлашши паман; мĕншĕн вĕсем (татары?) ăна касаççĕ? Çавăнпа ăна эпир ĕненместпĕр (теççĕ). Орау. Тапак — у детей лет до 9—10—12. (Говорят и о взрослом; самое приличное название). Трхбл. Тапак, реnis (в др. пп. тапаккăн, тапакка; тапакки, тапаккин, тапаккипе; но тапак, tabacumт, имеет в др. фф.: тапакăн, тапака; тапакĕ, тапакне). Качал. Сак хĕрĕнче пĕр чĕрнесĕр пурне. (Ача тапакки). || Membrum parvuli. Янтик.

тапăн

(табы̆н), приставать, наседать. Сятра. Кĕсруна паратни, мăкăрна паратни? тесе тапăнат, тет, хоçине. Шурăм-п. Çимен амăшне: хăçан çиме лармалла, тесе, тапăна пуçларĕ. Шибач. Она тапăнчĕç çак картла выллякан хоçасам (хозяева): вот, тет, йомах каласа кăтарт, теççе. КС. Укçа тĕлĕшĕнчен эпĕ санах тапăнас тетĕп. Насчет денег я хочу обратиться к тебе же. N. Çынна тапăнат хытă (пристает). N. Эсĕ мана ма хытă тапăнатăн. Çĕнтерчĕ 36. Йăтă тапăнса (ожесточенно) вĕрни илтĕнет. || Напасть. Сĕт-к. Мана тапăнчĕç. На меня напали (пристали ко мне с предложением). Янтик. Ĕнер каç Ентюк пиччене вăрăсем тапăннă, тет, анчах тусур (ночной караульщик) хуçисене тăратнă та, вăрăсене хăваласа янă. Пшкрт: соҕа патн’а (кайсассăн), утн’а шы̆на таβы̆нза. Бел. Вăрă-хурахсем тапăннă çын пирĕн ялти Левруш пиччех пулнă. Кан. Калчасене хурт тапăннипе тапăнманнине асăрхамалли. || Цив. Каç, Качака Илюкĕ Илюк маткине тапăннă, тет: анчах ачисем кăшкăрма пуçласан, тухса тарчĕ, тет. Ст. Чек. Аптранă кăвакал амăшне тапăннă. См. аптăра. Трхбл. Ун арăмне вăрманта теçетник (лесник) тапăннă (напал с целью изнасиловать), тет. || Наступать. Истор. Урал тăвĕ урлă каçса Çипир (Çĕпĕр) çĕрне кĕрсенех, тутарсем Ермака тапăна пуçланă. || Пытаться, пробовать, приниматься, браться. Сред. Юм. Мĕн пôлать, тапăнса пăхар-ха. Пуяс тăк та, çакăнпа пуйăпăр ĕнтĕ, пĕтсен те, çакăнпа пĕтĕпĕр. (Предлагает решиться на большое дело). N. Çав вăхăтра шывран пĕр пулă тухнă та, ăна çăтса яма тапăннă (вознамеридась проглотить его). Истор. Вырăссем вĕсен Измаил ятлă креппăçне икĕ хутчен илме тапăннă, анчах ниепле те илеймен. Сред. Юм. Тапăнса пăх-ха (попробуй-ка), çĕклейретне, çĕклеймесне (поднимешь или нет)? Ст. Ганьк. Пуртăр витмест, хурçăр витмест, мĕшĕн тапăнатăр юмана (= мĕн пикенетĕр юмана касма)? || Покушаться. Изамб. Т. Пĕрре кĕркунне вăрăсем пирĕн сурăх картине кĕме тапăннă. Ib. Тула чупса тухма тапăнатчĕ. || Приниматься, браться (за что). N. Усал ĕç тума тапăнни. Трхбл. Вĕсем ĕçке тапăннă халь. Они теперь заняты пированием. ЧС. Мĕн тăвас, аптранă енне вара эпĕ киремете тапăнаттăм укçа шырама. Собр. Вăй çитменнине ан тапăн, теççĕ. Не берись за непосильное дело. (Послов.). Изамб. Т. Вăрăсем кĕлет çăраççине çĕмĕрме тапăннă та, çĕмĕреймен. || Начинать. Сред. Юм. Вилме тапăнсан илсе килчĕç. Привезли, когда он уже был при смерти. N. Ашшĕне тархаслама тапăнать. || Собраться (сделать чта либо). Чăв. й. пур. Çуркунне, урам хушши хуралсан, армана кайма тапăннă (собрался ехать). Ib. Алă пусакансене ирĕксĕр хăратса, хĕнеме тапăнса пустарттарнă (заставили расписаться, приложить руку). || Вымогать. Ала 9°. Лешĕ ватă хуçа çапах та арăма ирĕк-сĕрех тапăна пуçланă, тет,

тапран

(-ран), двинуться, сдвинуться, тронуться. Маштануши. Козловкăран кăшт тапранса карăмăр анчах (отошли), пирĕн проххота тепĕр проххот пырса çапрĕ те, ватса пăрахрĕ. N. Анса çитеспе темĕскертен хăрарĕ те, темскер пек тапранса кайрĕ. Сĕт-к. Эпĕр ана çинчен тапраннă чох хĕвел чыллай çӳлтеччĕ. Альш. Çынсем тин тапрана-тапрана тухаççĕ-ха: кăшкăраççĕ, шатăртатаççĕ, пĕр-пĕрне вăратаççĕ. Ст. Чек. Пăр тапраннă. Лед тронулся. Ала 86°. Хай çын пĕр хырне ярса тытрĕ, тет те, тăпăлтарса кăларчĕ, тет; унпа пĕрле çур хула тапранса тухрĕ, тет (т. е. он выворотил вместе с сосною полгорода). Хорачка. Атăл тапранса карĕ, пăр йокса карĕ (тронулся). N. Эпĕ темĕн чухлĕ тапранимасăр выртрăм (лежал, не будучи в состоянии двигаться). Чăв. й. пур. 10. Лаши вара тапраннă-кайнă (повезла, сдвинула воз). Орау. Ирех лаша кӳлсе тăратнă паян, нимпе те пуçтарнса тапранса каяймаççĕ. Собр. Çил вĕрмесĕр йăвăçсем тапранмаççĕ. (Послов.). || Начать выпадать, вылезать (о волосах). Пиçенер. † Сар ока пак (золотистые) çӳçĕмччĕ. Çорхи çилпе тапранчĕ, кĕрхи çилпе тăкăнчĕ. || Сильно надорваться (напр., о пояснице), повредиться. Орау. Пилĕк тапранчĕ. Надорвал поясницу. N. Çанта çухра (çывăхра) снарат çорăлса (ă)шчикă тапранчĕ. Бугурусл. Вăл пĕр мăйăра катакан асав шăлĕ тапранĕ (стронется с места, повредится). N. Пĕтĕм шăм-шак тапранчĕ (стали ныть). N. Çан чух питĕ хытă хăрарăм, чĕре тапранчĕ, хăракан пултăм. N. Чон тапранчĕ манăн. N. Ăшчик тапранчĕ (От страха). || О пульсе. Собр. Ал тымари тапрансан, çын вилет, теççĕ. || Собраться. Торп-к. Ирхине, ăстасем Хум-пуç петне тапрансассăн (пошли, собрались), йытă çӳри вăрттăн амăшне хулхаран калать, тет. Коракыш. Вара çавсем (они) каяла килме тапрансан, çав çăкăр тĕпренчĕккисене йăлт кайăксем çисе пĕтернĕ, тет. Толст. Çумăр тапранат. Собирается дождь. N. Çĕрле аслатиллĕ çумăр тапранать. Ст. Яха-к. Вĕсем пирĕн пата анчах килес тесе тапраннăччĕ (собрались было), Елексантăр пичи пычĕ те, хăй патне илчĕ-кайрĕ. Шибач. Хай арăм тапранчĕ кайма, шорă кĕпесем тăхăнчĕ, çӳхӳ пĕçерчĕ пĕр такмак, сăра ăсрĕ пĕр витре. Хорачка. Хола (= холая) кайма тапранса. N. Унтан эпĕ тапрантăм шкула кайма. Чураль-к. † Ах, кинçĕм Пăраски, час тапранса часах туя; час тапранса тохмасан, хăван таврашпе тухмасть, тет. См. тавраш. N. Кайма тапрантăмăр (собрались). |! Зашевелиться. Тип-Сирма. Ылтăн хăма уçăлĕ, хурт-кăпшанкă тапранĕ. (Тул çутăлни). || Начинаться, произойти. Панклеи. Киремет мĕле-мĕле (= мĕнле-мĕнле) тапранса кайни халап пор (существует предание). N. Ку вăрçă стан тапранса тохнă-ши! N. Вăрçă тапранчĕ. Сред. Юм. Ыран хĕр-туй тапранать. Завтра начинается свадьба. Ядр. Вăл сĕрен мункун ыран пулать тен чух тапранать. N. Хĕл иртсен, çуркунне тапранса каять. Альш. Çав кунсенчех тапранчĕç çилсем — япаласене кӳртрĕмĕр, лăпланас енне кайсан. || Приняться. Юрк. Вăл япаласене ĕлĕкрех çырма тапраннăччĕ те, вахăт çук пирки çак кунсенче тин ĕçлеме тытăнтăм. Т. IV. Шăши курсан, тума тапраннă ĕç малалла пымасть. Paas. Тапранчĕ макăрма. || Подняться (о ветре). Панклеи. Çил темскер пек тапранса тоххĕр. Поднялся сильнейший ветер. || N. Шыв тапранса анать. N. Шыв тапрансан яраяс çук. || Excitari. Тюрл. Манăн тапранать (mentula aut cunnus). Янтик. Чĕлĕм туртсан тапранать (mentulа), вуник кунсăр чарăнмасть.

тар

(тар), пот, sudor. КС. Тар кăларса ĕçле. Ib. Тар тухиччен ĕçрĕм. (Пил до того, что у меня на лбу выступил пот). N. Тар тухиччен ĕçле. Работай до пота. N. † Тар кăларса ĕçлерĕм. Я работала до пота. Ала 93. Ачанăн кăшт анчах чунĕ тухса кайман, пĕтĕмпе тарĕ тухса килнĕ (его ударило в пот от побоев). Шурăм-п. Çывăрнă чухне пурин те тар тухнă (все вспотели). Яндобы. Тавай хĕвел ăшшине кайса тăрар, тет: хăшин хӳри вĕçне тар тохĕ (у которого вспотеет кончик хвоста)? К.-Кушки. † Кĕмĕлех те çĕрĕсем пысăк пулмаст, унăн куçĕсене тар пусмаст. СТИК. Çула, шăрăхра, пуçа ниăçта чикме çук пулат, чыст тар пусат (прошибает пот). Çутт. 20. Питеенчен тар юхтарса, аннепе иксĕмĕр выратпăр. Утăм. Ĕçлет пур тарçă тарăхса, пуян пами, тесе, тар хакшĕн (за пот, т. в. за труд). Ерк. 88. Тара халăхĕ çулать çара тар (все в поту). N. Хамăр тăрăх (по нас) вĕрене шывĕ пек (как кленовый сок) тар юхать. Г. А. Отрыв. Çула тухман тар хĕлле тухать, теççĕ. (Послов.). || Плата за работу, за труд. Чăв. й. пур. З. Пырăп пырасса, вĕрсе парăп, ну, тарна ан хĕрхен, тет. Унтан вара хак хурать? çур тенкĕ укçа, çур штав эрех пултăр, тет. Унтан, чĕрĕлсен, вара виçĕ пăт çăнăх, пĕр пăт кĕрпе пултăр, тет (вĕрӳçĕ). СПВВ. МС. Тарне хăй илесшĕн, хăй илес пулсан ӳркенет. N. Унтан кайса килнĕ тарне сана тӳлери? Заплатил ли он тебе за поездку туда (или за то: что ты сходил туда)? N. Тарçă тарне тытса юлни — юн тăкни. Чăвашсем 11. Вăсем (т. е. йомзи) вилес çынтан татар илеççĕ; вăтанмаççĕ те, çылăхран та хăрамаççĕ. Пĕрин çинчен эп хам пĕлетĕп, юмăç пăхса мĕн чухлĕ тар илнине. N. Çавна вĕсем нимĕнсĕр ахалех (в рукоп. нимĕн тарсăрах) туса тăмалла. СПВВ. НН. Тар — юмăçа пăхнăшăн паракан çăнăх, кĕрпе (çăнăх). || Яжутк. † Ай, сăка еркĕнĕ, пире çĕрĕ парса ямар. Тухĕç халĕ утсампа, çĕрĕ тарĕ кăларăпăр. (Свад. п.).

тара пар

отдавать в аренду. N. Ана тара паратпăр. N. Çак анана эпĕ Михаляна тара патăм. N. Халĕ патшалăха тытса тăрса вĕсем тара панă укçине анчах илсе тăраççĕ.

тарай

(тараj), шёлк. Козлов. р. Тарай тутри, шелковый платок. N. † Шерпетпе питне çăваççĕ-çке, тарай тутăрпа пусса шăлаççĕ. N. Тарай тутăр мăйĕнче (у него на шее). Ст. Шаймурз. Ик ылттăн пек куçăма шăла-шăла, ик тарай тутăр пĕтертĕм. Юрк. † Вĕр-çĕнĕрен кĕрĕк туллатрăм, сарă тарайран, çӳхе пуставран. Собр. † Çĕнĕ кĕрĕкĕм пыр-çыххине хутăм вутла çунантарайран. Бюрг. † Ылттăнах та сăпка, йĕс пĕкече, тарай пусма çиттисем çинче. || Кумач? Альш. Кĕпи умĕсенче çухисем çумне тăваткăл хĕрлĕ тарай татки (хăмаç татки) çĕле-çĕле янăччĕ те вĕсем. || Платок, который невеста дарит после сговора свекру и свекрови. Алешк. Тарай — хĕр çураçсан чăн малтан паракан тутăр (парне), хунешшĕпе хунемĕшĕ хĕреслесе çакса тавăрăнаççĕ. N. Тарай, местами — ситец, ситцевый лоскут.

таран

предел (в этом см. отдельно неупотребительно). || До, по (послелог). N. Санăн чăнлăху пĕлĕт таранах. N. Хĕрри таран (до краев), чавса таран (по локоть, до локтя), пилĕк таран (до поясницы), çĕрпӳ таран (до Цивильска), мăй таран (по шею), çырмасем таран (до оврагов); ман, сан, ун, пирĕн, сирĕн, вĕсем (вĕсен?) таран (до меня и т. д.). N. Кунта сана мăй таран та пулĕ. Ёрдово. Çырма шывсем пурте пĕр шыв çине пухăнаççĕ те, вара çыр таранах (до краев берега) шыв юхать. N. Лаша хырăмĕ айĕ таран, да брюха лошади. N. Кут таран куршанкă, пилĕк таран пиçен, мăй таран мăян. N. † Вăта таран татнă çĕлен мар. N. † Ах, тусăмçăм-пиччеçĕм! Яла тухсан — ят аслă, киле кĕрсен — чыс аслă; Пăва таран çăкăри пур, Чĕмпĕр таран ячĕ пур. Чотай. † Пирн атия кам пĕлмеçт? Москов таран молĕ пор, Питĕр таран пинĕ пор. N. Пилĕк таран шыв çинче (по пояс в воде) тăтăмăр. N. Татяна — тат та ут, вăй пур таран хыççăн ут. N. Чуччу ларкăчи пилĕк таранччĕ; вĕренĕ çĕртен пилĕк таран çакăнса тăрать (веревки качелей были спущены до высоты пояса). Панклеи. Пирн Ентинĕп мĕскер пор? çор ял таран çорчĕ пор, сысни таран тырри пор, карта сикен лаши пор. Кан. Тачка тутийĕ хăлха таранах йĕлпĕрме хăтланнă пек туйăнчĕ („распустил рот до ушей“). || Во временном значении. Кан. Юнĕ пĕр виç эрне таранах юр çинче палăрса выртнă. Его кровь была заметна на снегу недель до трех. Тораево. Сирĕн пилĕк çулхи таран сĕлĕ пур (т. е. разные сорта овса, начиная с овса урожая последнего года и до того, который был 5 лет назад). || В обозначениях приблизительного счета, N. Вăтăр вĕлле таран (до тридцати ульев). Регули 908. Икçĕр таран (икçĕр таранччен) çын порччĕ. || Даже. N. Сăпкара выртаканни таранах (даже дети в колыбели). || Насколько достает (-вало). ГТТ. Мĕн пур сас таран пĕр ултă-çичĕ ерет кăшкăраççĕ. || В предложениях-именах в смысле ио мере. || Насколько возможно, насколько хватит сил. Н. Карм. Эсир çав Клавдийшĕн мĕн тума пултарнă таран (по возможности) тăрăшăрччĕ-ха. ТХКА 114. Атя, утнă таран утар-ха, тет йысна. СЧУШ. Ачасем хăранă майĕпе мĕн пынă таран (изо всех сил) чупа пуçланă. N. Ямшăкне лаши мĕн пынă таран хăвалама хушнă (велел). Регули 909. Мĕн чол вый çитнĕ таран (таранччен) турăм. ЧП. Вăй çитнĕ таран пулăшăп.

тарăн

(тары̆н), глубокий. N. Çакăнта (тут) шу тарăн-и? N. Кăть ишетпĕр (плывем) те, чарăнатпăр; тăрса пăхатпăр та: тăрмала мар — тарăн (встать на дно нельзя: глубоко). Ст. Шаймурз. Хура сăхман кăсйи тарăн мар; тарăн пулмасан та, мăйăр тĕшĕ (ядра орехов). Сред. Юм. Тарăнтан сохалать. Пашет глубоко. Собр. Çын умне тарăн ан алт, теççĕ. (Послов.). Вишн. 72. Тарăн алтсан, эпир шыв çулĕ патне çитетпĕр. Пазух. Çуртисемех çунать, тарăн юхать, хĕрлĕ тиллĕн куçне те курăнмасть. || В перен. см. N. Эй витĕр пăхса курăнми тарăн тĕп, савăн! || Глубина. Альш. Шăтăкĕ (нора) вĕсен (сăвăрсен) питĕ тарăна каят. Ib. Тарăна янă. Пустил глубоко. Виçĕ пус. 33. Вĕсем тымарĕсене çĕре тарăна ярса унтан ытти тырăсенчен ытларах çимĕç сăхаççĕ. || Высокий, густой (трава). С. Тим. † Тарăн курăк çинче (вар. айĕнче) çĕр-çырли, хăçан тухайĕ-ши çиеле? Микушк. † Путене кайăк-мăнтăр кайăк, тарăн курăк тĕпĕнче.

таса

(таза), чистый, опрятный. Этем йăх. еп. пуç. кай. 38. Пичĕ, ал-лаппи, ура-лаппи таса, çăмсăр. || Чисто, опрятно. Качал. Кам таса пурăнать, вăл чире те пĕлмеçт, теççĕ. Сборн. По мед. Ăна таса тытсан, йĕркелĕ эмеллесен, вăл час ӳт илет. || Здоровый. Ала 99. Хăва ĕлĕк таса чохне шăрçа пит йорататьчĕ. Н. Карм. Эпĕ халĕ таса, сывă пурăнатăп. (Письмо). N. Аçусам-апусам веçех таса (здоровы). Капк. Таса çыннах ĕçлĕ çынна кĕртес теттĕр-и? N. Эпĕ халь таса мар вуртатăп (болен). Актай. Çак çынăн арăмĕ юрайла(?) таса мар пулнă пак йăнăшса выртнă, тет. Ib. Ăста каян, старик? тет карчăк? — Арăм таса мар пулчĕ те (нездорова), юмăçа каятăп, тет. Юрк. Пăсăлнă куçа шăлнă алă-шăллипе таса куçлă çын шăлсан, унăн та куçĕ пăсăлат. Изамб. Т. Хĕлле ури тап-таса та юн пек хĕрлĕ пулат. О сохр. здор. Вăл лĕкĕ пек шатрасем тепĕр çын пуçĕ çине ларсан, унăн пуçĕ тасах мар пулсан, унăн та çавăн пекех кукшана ерет вара. || Robustus. Кн. для чт. 62. Çĕнĕрен килнĕ ристансенчен пĕри çӳлĕ те тасаскер пулнă. Алших. † Пирĕн пек таса ачасем сайра амаран çуралат. Айдар. † Таса тантăш (çавă) пур. Ядр. † Çак хăтанăн хĕр таса; хĕр таса, çурт таса, тепĕр хĕрне парать-ши. Орау. Мĕн тĕрлĕ таса ачасам юлса пычĕç... пирĕн карĕ! || Невинный. N. Ырă çын лайăх тесе, пит ан калаç, таса чуну çинчен ят ярĕ. || Настоящий. N. Таса тискер-кайăк. Шурăм-п. Тепĕр таса хăлинĕ лешсем кайнине сыхласа пура хыçăнчех чĕтресе пăхкаласа ларнă мĕн. || Святой. М. В. Васильев. Таса мăн турă пуринчен асли (1-го разряда). Т. VI. ЗЗ. Таса турă, учук тăватпăр авалхи йăлапа. Туррăм, ан пăрах, çырлах. (Учук кĕлли). Ib. VI, ЗЗ. Таса учук çырлахтăр. (Моленье). N. Эсĕ чĕрĕлĕх çăкăри, тасасене кăларакан, ырăлăх паракан. Полтава 26. Уншăн таса япала (святыня) ку таранччен пурнăçра çут-тĕнчере çуралман. || Прочный. N. Пуканĕсем пурте таса. || Ясный. Полтава 24. Çынсем ăсне витĕрех, таса куçпа курнă пек, тĕппе-йĕрпе вăл курать. Шурăм-п. Таса, уяр, тӳлек кун. Ск. и пред. чув. 99. Таса çутă тĕнчерен ылхан анчах илтнĕскер. || Здорово. N. Санăн ачусам таса пурăнаççĕ (здоровы). N. Вăрçă таса пырат. || Ясно, чисто, хорошо. N. Вĕсем ĕç тăвас вырăнне нумайрах вăрлама тăрăшаççĕ, мĕшĕн тесен вĕсем, пуйсан, хăйсем мухтава тухассине таса пĕлсе тăраççĕ. || Правильно (произносить). Юрк. Çав сăмаха çапла, тутар пек, таса (чисто, правильно) каласан, эпир сана ретсĕр (вне очереди) çаккăн хыçĕнченех авăрттарăпăр (позволим молоть). || Точь-в-точь, совершенно. Регули 1420. Таса (пĕтĕмпех) ашшĕ пек тунă. || Чистота. N. Тасара пурăнма аван: тасапа таса мар танлаштараймăн. N. Эпĕ тасана юрататăп, тасанăн усси пур? Янорс. Мана аттесем калатьчĕç: тасара лайăх пăхса осранă, тетчĕç. N. Учитĕлсем тасашăн пит хытă çине тăрса тăрăшнă. || Здоровье. N. Кĕрконне корма (повидаться) пыратăп, хам таса пулсан. || Беловик. Слакбаш. Таса çине куçарса çырнă. Переписал набело. || Невинность. Орау. Епле айăплă пулсан та, тасана тухать ĕнтĕ вăл мур, айăпа юлмасть. || В чувашизмах. Сред. Юм. Тасинчен маси = порринчен çôкки (лучше не иметь, чем иметь?). Турх. Сана лашасăр пурăнни — таси. Тебе лучше всего жить без лошади. N. Таси паха „скатертью дорога“.

таçти

(-τиы), находящийся неизвестно (неведомо, невесть) где. N. Таçти вăрман вăл, эп ун пеккине илтмен (я о таком не слыхал). || Очень далекий, весьма отдаленный. || Происходящий неведомо откуда. N. Таçти çынсем вĕсем, эпир халиччен вĕсене курманччĕ. N. Ăçтисем ку? Таçти-çке (право не знаю, откуда).

тат

(тат), рвать, срывать, отрывать. Шурăм-п. Мăйăр хăмла пек пулать, эрнере татса пĕтет (в неделю срывается). Кильд. † Çаврăнайса-çаврăнса ут çулнă чух, татса-татса пĕрлĕхен хыпмарăм (здесь „Татса-татса“ — сорвав много раз). Трень-к. Манран ку улма-йывăçĕсене (кам) ватса, олмисене татса карĕ? тесе ыйтрĕ. Арзад. 1908, 13. Пĕчĕк Иванкка пахчаран тăхăр хăяр татса кĕрсе, йăмăкне 4 хăяр, пиччĕшне З хăяр панă. Орау. Мăк пилеч (билеты на право собирания мха) илнĕ çĕртре паян халăх пĕр-пĕрне хĕснипе (в давке) пĕрин уринчи çăпатине татса юлнă (сорвали с ноги). Пир. Ял. Упăшки вăхăтра сиссе татса антарнипе вилмелле пулман. || Разорвать. Сорм-Вар. Унччен те пулмарĕ, карчăк: урлă татса хыпам-ши, тăрăх татса хыпам-ши, тесе калама тапратрĕ, тет (т. е. разорвать ли тебя вдоль или поперек?). Б. Яныши. Хорĕ (гусь): пре татам та, пре хыпам, тет. Чураль-к. Кам-та-кам шарлать, çавна чĕпĕтсе татсах илмелле. В. Олг. Торă татса кайманскер! (Сильная брань). || Порвать. Янтик. † Туртсан тимĕр татас пек. || Перервать. N. Тупă пулькки тивсе, кĕлеткин(е) варăнчен татса пăрахрĕ. Шурăм-п. Юрлакан, ĕретри çынсен аллине татса каяс тесе, вирлĕн (стремительно) чупса пырать. || N. Татса яр, ссадить (напр., кожу). || Разрушать запруду, прорвать. N. Усалсем (черти) арман пĕвине татса яраççĕ. М. Яуши. Эпĕ пĕр армана татса ярса тăратăп, тем чул пĕвелеççĕ те, чараймаççĕ. Мижула. Пĕр урамра темиçе пĕве пĕвелеççĕ, малтанхин пĕви толсан, ярать те, кайрисен пĕвисене татса каять. || В пассивном значении. Якейк. Армансам татса кайнă. Ib. Выл çинче паян пĕр арман та йолман, тит, порте татса кайнă, тит. Коракыш. Вăл каланă тăрăх утмăл лав йĕплĕ-хулă хатĕрлесе пĕвине пĕвеленĕ те, пĕви татса кайман. || Разбередить, сорвать (напр., болячку). Сборн. по мед. Хăш чухне тата кĕсенĕсене ача хăй чавса татнăран та пулать (это происходит). || Пилить, рубить. Регули 197. Вотă татнипе выртать. Дрова лежат нарубленными. Ib. 1. Вăл вотă татма каять. Мусур. † Пирĕн йысна пуласси — авăн вутти муклашки, урайне хурса татас пек. Кан. Татман юман хăмасем. || Нарезать (салму). Ядр. † Сала-кайăк тăриччен салма татса ярсассăн, пирн варлине эс юрăн. || Рвать (шерсть). N. Кунне пĕр тенкĕ паратьчĕç мана, эпĕ çăм татнă çĕрте ĕçлеттĕм. || Ощипывать. С. Алг. Кăçалхи çул ăна (кăрккана) çапнă-антарнă, тытнă-пуснă, туртнă-татнă, каснă-вакланă, пиçнĕ-хуçнă, лармалла та çимелле иккен. (Такмак). || Дергать (конопли), драть (лен). Якейк. Кантăр татмалла полать те ĕнтĕ. Ib. Кантăр татса пĕтертĕмĕр. Изамб. Т. Йĕтĕне татсан, çапса вăррине илеççĕ. N. Кантăрсам та татрăмăр, пăрçасам та çултăмăр. Сред. Юм. Кантăр татас. (Кĕркунне ана çинчен çăлассине калаççĕ). || Прерывать (сон). Орау. Ăйăх: татсан — татăлап, чăссан — чăсăлап, тесе калать, тит. Сон говорит: „Если меня перервут, я перервусь, а если растянут — растянусь“. Сред. Юм. Ыйăх татсах (лишая себя сна) ôнта кирлĕ мар япалашĕнех çӳремесен те йорĕччĕ. || Пересекать. Эпир çур. çĕршыв 15. Урамне (улицу) икĕ çĕрте урлă урамсем (переулки) татса каçаççĕ. || Переграждать. N. Манăн тĕрĕс мар çула тат. || Переходить, перебегать (дорогу). Шурăм-п. Кушак çул татсан, телей пулмасть. || Отводить, отрезать (землю). Альш. Вăл çаранне (луга) ăна вĕсем чăн лайăх тĕле суйласа татса параççĕ (в самом хорошем месте). N. Землемер (мишавай, мешевей) мĕнле татса пачĕ: пурне пĕрле-и? || Подводить, подрезывать; подкузьмить. N. Халĕ тата çак икĕ çул хушши тырă пулманни ытла та татрĕ (здорово подрезало, подвело). || Срезывать, подрезывать. Изамб. Т. Кĕпе пĕвĕ пĕтсен, пусма (ситец) татса пĕреççĕ (сборками). Ib. Ул татса пĕрнин аял хĕррине тата пусма татса пĕреççĕ (оборки). Ib. Кĕпи аркине (у чувашек) икĕ тĕлтен татса сыпаççĕ. || Покидать (надежду). N. Йывăр пирĕн иксĕмĕрĕн хуйхăмăр, юлташăм, тенĕ, çапах эсĕ ĕмĕте татса ан хуйхăр. || Разбивать (надежды). Фин. Çавăнтах: тырă пулĕ-ха ĕнтĕ, тесе, тăнă çĕртрех тăм ӳкет те, санăн пĕтĕм ĕмĕтне та(та)ть пăрахать. N. Ан кул, пит чĕрене татать. N. Ашшĕ-амăшĕ, унăн кăмăлне татас мар тесе, ăна чарса тăман, куç-çулĕпе йĕре-йĕрех хăйсен пĕртен пĕр ывăлне пилленĕ. Конст. чăв. Ку сăмахсене вĕсем мана хăратса анчах каланине эпĕ пĕлтĕм те, анчах хирĕçес мар тесе, шухăшланă шухăшăма çав тĕрлĕ татрĕç пулин те, эпĕ вăсене пĕр самах та хирĕç тавăрса каламарăм. || В дееприч. форме на „са“, „се“ иногда передается наречием: вдоволь, в изобилии. Кратк. расск. 16. Акă ĕнтĕ пĕтĕм Египет çĕрĕнче çичĕ çул тырă-пулă пит татса пулĕ (уродится в изобилии). Капк. Тырри те татсах пулмарĕ те, пĕрлешесси çинчен шарламаççĕ-ха. СПВВ. НВ. Тырă-пулă пит татса пулать (родится отлично). Аттик. Эй, Ел-кӳлли! Çĕртен те, çӳлтен те татса пар; тырă пулмасăр хăварса выçă ан вĕлерсем. (Моленье). Турх. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтне вĕсене татса парĕ-ши (совершенно полно, вдоволь). || Выплатить. Бес. на м. г. Ак сирĕн хошшăрта куланай татни те нумай мар, пурăнăç та çителĕхлĕ мар. || Отбыть обязательный срок. N. Эсĕ çӳресе татман. Ты не отслужил (не отбыл) своего срока (в пастухах). || Лишать. Магн. М. 115. Тырăран татăк ан тăрат, пураран ан тат. (Моленье). ЧС. Эй, ĕнем, ĕнемI Халиччен сĕтрен-çуран татманччĕ, çуллен пăрулаттăнччĕ. Ал. цв. 10. Эсĕ мана мĕн пур телейĕмрен татрăн ĕнтĕ! || Отказывать себе, лишать себя. N. Эсĕ у (= вăл) укçана хăвăнтан татса янă пуль (отказывая себе в самом нужном). Сред. Юм. Хамран татса патăм. И себе нужно было, но я ему дал. N. Хăна ху пиртен пулас ырăлăхран ан тат (сам себя). || Решать (дело). Янш.-Норв. Пĕр çураçса ĕç татсан, вĕсем туй тума анчах хатĕрленсе тăраççĕ. Н. Сунар. Эсĕ пирĕн ĕçе татса пар ĕнтĕ. Ты уж рассуди нас (т. е. рассуди наши дела). N. Ман ĕçе татса парсам. N. Сире вăтантарса калатăп, сирĕн хушшăрта тăванпа тăван хушшинчи ĕçсене татса пама пултаракан ăслă çын пĕрре те çук-и мĕн? Истор. Вечера (на вечере) ĕçе вăрçмасăр, çапăçмасăр сайра (редко) татнă (надо: ĕçе вăрçмасăр... татни сайра пулнă?). Ib. Çапăçса хăшĕ çиеле тухнă, ĕçе те çавăн майлă татнă вара (решали в его пользу). Т. IV, 64. Çав ĕçе татсан, кам юрлас килекенĕн, пурте юрлаççĕ. N. Ĕçе туса тат. Синьял. Тăваттăн сута тăраççĕ, пĕччен сут татать. (Алăк уçса тухни). N. Кам мĕн чухлĕ илсе пырассине татса хуман. N. Кĕске татса калакан сăмах, поговорка. || Окончить, завершить. Кан. Службă татса киле кайма хатĕрленекен хĕрлĕ салтак. || Мстить. Полтава 68. Виççĕмĕш мул — Мазепа хирĕç татса парасси („месть“). || Удерживать. N. Кантор окçине татса йолмарĕç. || Придавать определенность, точность, систематичность. Юрк. Чăнласах та пирĕн чăвашран нумăйĕшĕ çак сăмаха татса калаймасăр „псав“ (вм. тат. бы̆зау) анчах теççĕ. ГТТ. Пурне те (обо всем) татса, уйăрса çырмалла (определенно, систематично). N. Час-часах пур япала çинчен татса çырса пулмасть. Сред. Юм. Тем йăмахласа ларчĕ, пĕрте татса каламарĕ. Не знаю, что говорил, не высказал всего ясно. N. Тĕплĕ ыйтса пĕлмесĕр, татса каламалла мар. Нельзя сказать определенно, не разузнав основательно. N. Татса калани, решительный сказ. || Обрывать (чью-либо речь). Ал. цв. 14. Аслă хĕрĕ ашшĕ сăмахне татсах калать: хăш хĕрӳ валли эсĕ хĕрлĕ чечек илсе килтĕн, çав хĕрӳ хăтартăр сана, тет. N. † Хапха умĕнчи вĕлтĕрене çапĕçĕ те татĕçĕ; ютсем йышлăн, эпĕ пĕччен, калĕçĕ те татĕçĕ. Орау. Çынна пĕр-ик сăмах пат каласа татать. Он обрывает человека сразу, одним или двумя словами. N. Амăшĕ вĕрентем пек тăвать: анчах ачисем ăна: эсĕ ху та нимĕн те пĕлместĕн, тесе, каласа татса хураççĕ. N. Çын сăмахне татса илсе ан калаç. || Сказать резко. N. † Пуян çыннăн ывăлĕ тесе сасартăк каласа ан татăр. Н. Лебеж. † Эсир татса каласан, эпир те татса калăпăр. Кĕвĕсем. Леш кассенĕн хĕрсене каласси пур пĕр сăмах; калăпăр та татăпăр: чĕрисене çурăпăр. Богдашк. † Çав Анаткас хĕрĕсене каласси пур пĕр сăмах, калăпăр та татăпăр, чĕрисене çурăпăр. N. || Выражает усиление. Турх. Авăна татса çапат (здорово, не кое-как). N. Сăмаха татса калаçни (бойко?).

татăк

(тады̆к), отрезок, обрез, обрывок, обломок. Тогаево. Онтан вара ашшĕпе амăшĕ пĕр патак татки (= татăкĕ) илеççĕ те, шăпа яраççĕ. Эльбарус. Кашни пĕрер е икшер патак таткисем çĕклесе, пĕрле пыçтарăнса, вăрмана шала кĕрсе каяттăмăр. N. Çулла тулнă шăнасем çавăнтах тăни тепĕре, хăюне пир татăкĕпе туса яни виççĕ. Тогаево. Иван каллах хăвăртрах сиксе тохрĕ, тет те, каска таткисене (обрубки дерева) пыçтарса (= пуçтарса) тохса пăрахрĕ, тет. Дик. леб. 40. Татăк-татăк пĕлĕтсем пĕр çĕре пухăнаççĕ. || Кусок. Сĕт-к. Çăккăр татăкне çĕре ан прахăр, ачасам! Синьял. † Йăпăр-йăпăр пасара, кулачă татки (= татăкĕ) çимешкĕн. || Обломок, осколок. N. Кайсан-кайсан, Иван чол татки илчĕ, тет. НИП. Татăк-татăк юхать (пăр, после полного ледохода). || Клочок (земли). N. Дворовый (улпутăн хăй патĕнче тăракан) хресченсене ирĕке кăларнă чух пĕр татăк çĕрсĕрех кăларса янă. N. Персияпа Турция (= Перçипе Турци) патшалăхĕ хăйсен патшалăхĕсем хушшинче выртакан татăк çĕршĕн пит хытă тавлашаççĕ. || Часть. Чаду-к. Вара çĕлен патши темиçе татăк пулнă. || Статья. Бес. чув. Вĕрентекен ăна пĕр хаçет парса янă. Унта пĕр тĕрĕк (турккă) патшалăхĕ пурăнăçĕ çинчен çырса хунă татăк пулнă. Вăл татăкра турккă хĕрарăмĕсем арçынсенчен хĕн курса пурăнни çинчен, халăх сахалланса пыни çинчен çырни пулнă. || Отрезок времени. Якейк. Тепĕр татăкра (в другое время) пӳклесе парăп-ха, пĕр татăкра (в непродолжительное время) халь виç йĕм ĕçлерĕм. || Употребляется для выражения уменьшительности. N. Ниăçта та пĕр курăк татăкĕ те çук (нет ни травки), йĕри-тавăра пĕр хăйăр (песок) анчах. Собр. Кил енче тип татăк, Вутлан енче вут татăкĕ. (Чĕлĕм туртни). ЧС. Çӳлте пĕр пĕлĕт татки те çук, хĕвел шăратса пăхать. || Небольшая часть поля (2—З хăлаç). К.-Кушки. || Обрубленный, обрезанный. Ишек. Халĕ те татăк хӳрепе (с куцым хвостом) çӳрет, тет. N. Татăк хăлхапа çӳретчĕ. Синьял. Шур татăк кут, татăк кут, хуса-хуса пытăм та, хурама кутне анах карĕ. Альш. Татăк кут Татяна (насмешка над именем). N. † Татăк кутлă (вар. котлă) тимĕрçсем сиксе тимĕр çапаççĕ. Ала 4°. Эпĕ куртăм çавăнта пĕр хăрăк татăк çăкана. Ск. и пред. чув. 77. Каларĕ вăл еррипе, карчăк енне çаврăнса: çамки шăтăк — хупăнмĕ, чĕри татăк — сыпăнмĕ. О заступл. Татăк алăллă хĕре курсан, тарçисем те пит тĕлĕннĕ. ТХКА 40. Пĕр сыснин хăлхи татăк. Ала 4. Усал патши ăна пĕр лаша пачĕ, тет, тата тепĕр татăк хĕç пачĕ, тет. N. Татăк винтовккă, обрез. || Распруженный (о запруде). Н. Мазик. Çитсен, унтан ыйтнă: чăнахах санăн арман пĕви татăк? || Лишенный. КС. Аш-пăшран, сĕт-турăхран татăк тăмастпăр. N. Вĕсем никçан та чытнайран татăк полмаççĕ. Юрк. † Вуникĕ ĕне усрăттăм, ĕне сума тухăттăм, сĕтрен татăк пулмăттăм. || Перерыв. Алик. Туя пынă лашасем умĕнче сĕлĕ татăк ан тăтăр (т. е. чтобы без перерыва лошади ели овес).

татăл

(-ды̆л), обрываться, отрываться, разрываться, обломиться. Орау. Пĕр-ик-виççĕ чиксе туртрăм та, çиппи татăлса карĕ (татăлчĕ). N. Хĕçĕ (его сабля) те татăлса карĕ, тет. N. Тăха татăлса ӳкрĕ. N. Урисем татăла пуçларĕç. || Отрываться, отстать (в перен. см.). Туперккульос 17—18. Хăшĕ çапла çирĕм çул хăйне тӳрлетекен тухтăртан татăлмасть (т. е. все лечится). N. Выçă тиллĕн куçĕсем çырла çинчен татлаймаç (все смотрят на ягоды). N. Таçтан татăлса çуралса ӳснĕ çын пекех туйăнса карĕ. Календ. 1907. Унта пурăнса салтак килне-çуртне манать, ĕçрен татăлать (отрывается от домашней работы). О сохр. здор. Çынна сиен ан тутăр, тесе, ун патĕнчен татăлма кирлĕ мар. N. Пĕтĕмпех пăсăлнă, таса пурăнăçран татăлнă (отстал). || Переломиться. N. Хора вăрман варăнче (= варринче) хорăн тенел татăлчĕ, вĕрене тенел сыпрăмăр (устроили кленовую ось). || Разрываться (в перен. смысле о сердце). Сборн. по мед. Ача чĕри татăлас пек кăшкăрать. || Прерываться. Изамб. Т. Хыт-сухаран вара Пукравччен ĕç пĕрре те татăлмасть. || Срываться. Ст. Шумат. Унччен те пулмар, Кăтăри (имя героя сказки) татăлч-анч (свалился с дуба). || Вскрываться (о реке). N. Атăл татăличчен, до вскрытия Волги. || Прерываться (о дороге весной). Слакбаш. Çул татăлнă, дорога стала непроезжей (весною). || Переводиться. Шурăм-п. Кăмака çинчен тырă хăшин татăлмасть (не переводится, т. е. все время сушится). N. Ун кил-çуртĕнчен хĕн-асап татăла пĕлмест. N. Куçран кушшу татăлмарĕ (т. е. все время плакала). Суждение. Пĕрре пĕрин патĕнче, тепре тепĕрин патĕнче икшер-виçшер кун ĕçеççĕ — çапла хĕлĕпе сăра татăлмасть. Ib. Пирĕн алăран ĕç татăлмасть. Сборн. по мед. Ун чухне вăл ялта пĕринчен пĕрне ерекен чирсем те питех татăлса пымастьчĕç (не прекращались, случались очень часто). М. Сунч. Чиркӳре вилнĕ çын татăлмасчĕ (постоянно были). СТИК. Ун патĕнчен вырăс татăла пĕлмест. У него всегда русские. || Лишаться. Завражн. Окçаран татăлса карăм. Обезденежел. Собр. Карман тĕпĕнче укçа виçĕ пус та пулсан çӳретмесессĕн, укçаран татăлать, теççĕ. Ст. Чек. Ăйхăран татăлтăм. || Оскудевать. Менча Ч. Ашран-пăшран, тырăран-пулăран татăлса тăмалла тумăсăнччĕ. (Моленье). N. Кашни килĕре пулăран татăлса тăман. || Отлучаться. N. Пирĕн чăвăш килтен татăлмасть. || Сходить (с языка, напр., брань). Йӳç. такăнт. 17. Çăварĕсенчен ирсĕр сăмах татăлмасть (не сходит с языка т. е. они все время ругаются площадной бранью). N. Вăхăтсăр мыскара айван çăварĕнчен татăла пĕлмест. || Расчитаться, расплатиться. N. Тĕрĕс татăлтăр-а? (Из письма; ставится с твор. падежом). Орау. Унпа татăлтăм ĕнт эпĕ. Унпа урăх пару-илӳ çук. N. Халь эпĕр татăлтăмăр иксĕмĕр. Теперь мы в расчете, т. е. уплатили друг другу долги сполна. Изамб. Т. Эпир санпа татăлтăмăр. Мы с тобою в расчете. N. Хăçан та пулсан таталăпăр (расквитаемся). || Быть уплачену. N. Ут окçи татăлман-ха. || Отстать (от других, в пути). N. Манпа пĕрле кайнă ачасам йăлтах вăрçа кайса пĕтрĕç, эпĕ пĕчченех татăлса йолтăм. || Быть решаему. Бес. на м. г. Тата сирĕн халăх хушшинчи кирек мĕнле ĕç те эрексĕр татăлмасть (не решается). || Надрываться (горевать). Альш. Е уйăрăлат та тухат, авлансан — каллах ашшĕ-амăшĕ татăлат (горюют). В. Буян. † Ай-хай тăванăмсем, тантăшăмсем! ан йĕрĕр маншăн татăлса („так, чтобы этот плач потряс тебя, сломил твои силы“). Батыр. Эпĕр атте-аннерен уйрăлса кайнăшăн ан йĕрсемĕр çамрăк ачасем пек татăлса. В. Тим. † Атте-анне, ан йĕр маншăн хурланса, сăпкари ачу (так!) пек татăлса. АПП. † Эпирех каятпăр уйрăлса, атте-анне юлат татăлса. || О горьком плаче. N. Вăл çапла татăлса, йĕрсе тăнă çĕрех пӳрте юлташĕ пырса кĕнĕ. N. Вĕсем пилĕк çул тĕрмере лармалла сут тунă тенине илтсен, татăла-татăла йĕре пуçланă. ЧП. Ан йĕрĕр, хĕрсем, пирĕншĕн татăлса (сильно убиваясь). Пазух. Ан йĕр, тусăм, татăлса йĕрес куну малалла (еще впереди). Ib. Тусăм, ытла та ан йĕр эс татăлса, урăх çынна каймăп, сана пырăп. ЧС. Çумкка (утопленник) ӳтне курсан, тăванĕсем пурте татăлса йĕре пуçларĕçĕ. N. Татăлса макăрас, рыдать. Ау 9°. Ибрахиме курсан, хĕр татăла-татăла йĕме тытăнчĕ. || Выбиться из сил. Трхбл. † Çӳренех те утăм çăлтăр-хушка, татăлминччĕ савни умĕнче. N. Кашкăрăн кĕте-кĕте хырăмĕ вĕçсе татăлас пек выçать. || Уговориться, условиться, договориться. Никит. Çапла йăмахласа татăлсан (когда решили так), пурте килеле саланса пĕтнĕ (они). Никит. Вара ирпе хĕрсем ял хушшинчен чăнах кайăпăр (на опахивание от мора), тесе, пуçтарăнса йăмахласа татăлчĕç. Тюрл. Кçон тапранмаллине кайса татăлас (о начале свадьбы, решить дело свадьбы). Сунт. Малтан Лисукпа калаçса татăлчĕ. Сначала договорился с Лизой. N. Эпĕр унпа хăçан ĕçлеме тытăнасси çинчен калаçса татăлтăмăр. N. Парăмсем пирки калаçса татăлнă тени тĕрĕс марри курăнчĕ.

таткала

учащ. ф. от гл. тат. Ал. цв. 5. Вĕсем мана таткаласа тăксан та, вăл авантарах пулĕ. Ст. Чек. Шыçăран çыхаççĕ; хăйне те çыхаççĕ те, шывне те сĕреççĕ, пит хăватлă: лашан тирне таткаласа ярать (образует трещины кожи). КС. Лаша тирне таткаласа каять. || Расходовать, разбазаривать. N. Ку укçана таткалас мар-ха. Сред. Юм. Ахаль тыткаласа таткалас мар-ха кô çимĕçе, хăнасĕм килсен ним лартма çок. В такое время не надо есть это кушанье, гостей нечем будет потчевать.

татсăр-сыпсăр

или татти-сыпписĕр, без конца, без перерыва, постоянно, безостановочно. Бес. на м. г. Вĕсем хĕлĕпе татсăр-сыпсăр ĕçкĕ ĕçеççĕ. Ib. Анчах (= но) çавсемшĕн пĕр татти-сыпписĕрех ĕçлемелле-и вара.

тата

(тада), еще, кроме того. Регули 1527. Манăн конта пилĕк ĕне, вăлсамсăр поçне тата тепре атти панче. Ib. 1473. Эпĕ, атти, Онтри, он пичĕш, тата ман йăмăк пырса (эп пырса, атти пырса). Ib. 1488. Вăл пире ĕçтерчĕ те, çитарчĕ те, тата окçа пачĕ те: çавăншăн она ыр сăмах калас мар-и?. Ib. 1476. Атти ман ватă, тата хоравсахрах. N. Мĕн тата кунта çаплах ларас, терĕ, атьăр çанти вар хушшине, унта çырла нумай. Вишн. 66. Тата пĕчĕкçĕ ачасем, упаленекен е утакан пулсан, кăмака тăмĕ, тата кăмрăк пит çиеççĕ. Ib. 69. Тата хăш-хăш шыва усал пулса ĕçмелле те мар пулать. Ib. 60. Тата çавăн пекех çырмасенче, пĕвесенче пулă ярса ĕрчетес пулать. Ib. 73. Тата хăш-хăш çĕртре хĕрӳ кунсенче яланах вĕт кайăк-кĕшĕк (ӳпре) çӳрет. Çавăн пек çĕрте шыв çулĕ пур тесе, шанса алтма та юрать. К.-Кушки. Тата Вăрнар çук-ши? Нет ли еще (других) Вурнар? (или: м. б. есть еще другие Вурнары). Çутт. 56. Çапла, çаплах çав. Ахалех пуян Ваççана тата мăнтăрлататпăр, терĕç. Орау. Çĕрĕпе тем чул вутă çунтарсан та, кашни каç çавăнтах выртсан та, вутă татах пурччĕ (хватало, не изсякали). || Вдобавок. Орау. Ишекре хваттер лайăхчĕ, шалу сахал пулсан та, кунта тата кăçаллăха хваттер çук. N. Çынна вĕлернĕ те, теççĕ, тата ыйтать: мĕншĕн çыхатăр? тет, теççĕ. Алекс. Невск. Тутарсем çĕмĕрсе тăкни çитмен, татах урăх тăшмансем: шведсем, нимĕчсем, литовцăсем, халăх вăйсăрне кура, вĕсене хирĕç тăра пуçланă. Чхĕйп. Тата тепĕр ик туй арĕм пек пулнă. Ала 98. Илья пролокĕ чӳркӳре йопа çинче çорта лартма ытах кансĕр, çорти ӳкет тата. || Еще (энкл.). Указывает на обстоятельство, которое также надо иметь в виду. П. И. Орл. Тулĕк вăл виçĕ сăмах анчах çырать тата, çырнă чухне нуммайрах çыртăр вара. N. Эс тата ма салтса илтĕн-ке? А ты зачем еще сняла с нее (монисто)? Регули 1502. Парать-и тата? Эпĕр итмесĕрех илĕпĕр. О земл. Малашне мĕнле май пулăшать тата. Регули 1424. Вăл халь те килиман. Вăл тата халь те (халь те тата) килмен. Шурăм-п. Вĕсем, вырăсла сăмах тесе, çак кирлĕ сăмаха халăхран туртса илесшĕн. Ку аванах та мар-çке тата, ку халăх чĕлхине чухăнлатни пулать-çке. || Выраж. противоположение, когда к предшествовавшему присоединяется нечто последующее, его отрицающее. Орау. Эп ку пир-тăлласене çума парас, терĕм те, памарăм тата (а потом не отдал). Ib. Эпĕ ăна питĕ хытă çиленсе çитрĕм те, татах каçартăм. N. Ку килте, лешĕ таçта тата (а тот, не знаю где). || В возражениях. Альш. Карчăкĕ каланă: мĕшĕн çимерĕн тетĕп, тенĕ. Старикĕ каланă: çирĕм вĕт тата! Тет. (Смысл такой: ведь я поел, чего же тебе еще надо?). Баран. 79. Çула пурăнма аван-и тата? терĕм. || При сравнениях усиливает перевес качества, как русск. еще более. ЧП. Син-пылтан тăван тата тутлă (еще слаще). Юрк. Улпут картишĕнчи çынсем тата та питрех (еще более) пăсăлнине (испорчены) курсан, ку, Карачăмĕ, унта слушит тума пăрахса, хăне хулана леçтерет. В. С. Разум. КЧП. Сухан пит йӳçĕ, пăрăç тата йӳçĕрех. Регули 1422. Вăл манран тата номай ăста. N. Манăн тата лайăх кĕнеке пур. У меня есть книга еще лучше. Срв. Манăн тата тепĕр лайăх кĕнеке пур. У меня есть еще хорошая книга. ЧС. Аслати тата хытрах авăта пуçларĕ, пирĕн чӳречесем чĕтресе анчах тăраççĕ. ЧС. Акă эпĕ тата питĕ хăра пуçларăм. Я испугалась пуще прежнего. Ала 31. Эпĕ юмах тата нумай пĕлетĕп (т. е. кроме этих). С. Тим. † Пуçа ухса ташлама кĕмĕл-тенкĕ кирлĕччĕ; халь те кĕмĕл кĕмĕлне, тата кĕмĕл кирлĕччĕ (как будто еще серебрянее; срв. пинтен пин). Кан. Малашне татах та нумайтарах (еще больше) чăваш ĕçхалăхĕ Шупашкар пульнитсине эмелленме килессе шансах тăратпăр. Цив. Ку тата пит вăрăм, кулмаллисем пит нумай. Эта сказка еще далеко не вся (много длиннее того, что я рассказал). Шурăм-п. Ачасем тата нумай юрă юрларĕç. Менча Ч. Ку юмах тата вăрăм та (длиннее, чем здесь приведено), эпĕ ăна пĕтĕмпех йĕркерен пĕлейместĕп. Ала 70. † Çӳлĕ-ах та тӳ çикче виçĕ хурăн, çил силлемесĕрех силленет; çил силлесен, тата, ай, силленет. Дик. леб. 31. Патша арăмĕ, çиленсе, ăна татах курайми пулнă. || Выражает иронию. Орау. Çылăх вĕт! — Çылăх тата! (вот еще! с особ. иронической интонацией). Ib. Юрамĕ тата! Вот еще не годится. || Все-таки, опять-таки. Яргейк. † Макăра-макăра сат хураларăм, тата атине юрама пулмарĕ. ЧС. Акă манан пурак та тулчĕ ĕнтĕ, çырла татах (все еще) нумай. || Опять. N. Халь анчах тохса карĕ, тата килчĕ. N. Карĕ вăл татах хулана (опять ушел). Юрк. Лармастăп, тет ку татах. Он опять-таки говорит: „Я не сяду“. СПВВ. БМ. Тата, тăта, еще, опять. || При уступлениях. КС. Ĕçмесен пыратьчĕ тата, хăй пит ĕçет. Как бы он не пьявствовал, так было бы туда-сюда, а (ведь) он больно льёт. N. Хăш (хăть?) эсĕ вырăнтах пурăнсан тата аптăрамăпăрччĕ. N. Хăвăр укçăра пĕтерсен татаччĕ. Анчах эсир харам укçана, эпир тар юхтарса тунă укçана пĕтеретĕр. N. Вăл ахаль иртĕнет пулсан татаччĕ. Орау. Патакки тата, пуши çав, пуши çунтарать. Палка-то еще что, а вот кнут-то, кнут-то больно обижает! (Говорила чувашка о побоях, которые она терпела от мужа). N. Хăй кайни татахчĕ (ладно-бы), ачана вĕлермĕçин юрĕччĕ. || Ну, что же, что... См. Оп. иссл. чув. синт. II. N. Вĕлерсессĕн (лошадь), упăшкине ак çапла элеклесе каланă: санăн аку лашана чиксе вĕлерчĕ. Упăшки уна каланă: вĕлерин, тата мĕн тăвас, тенĕ. || Употр. во многих чувашизмах. Орау. Уярпа (от засухи) пушăт ӳкми пулать (лыки не снимаются) пуль? — Вăл тата мĕлле май апла халь (это еще что, а вот...), ак çĕртме анисем хытса каяççĕ-ха! Красная Горка. Автанĕ тата (а тут еще петух) кĕлет çине хăпарса кайнă та, тек-текех кăшкăрса, улпут пек тăрать. КАЯ. Анне алăк тăрса уçсан, хай килемей: фу! эпĕ килсенех усал сывлăш тухса тарчĕ, терĕ. Эпир аккапа: халĕ пирĕн патра усал (нечистый) çук, тесе, хĕпĕртенĕ-кайнă тата. Чертаг. Сыв пул (Прощай)! — Сыв пул тата! (ответ). К.-Кушки. † Эс савнине эп савсассăн, тата савма юраттăр (т. е. тогда для тебя возлюбленная будет еще дороже, ценнее). N. Эпĕ килте полсан татаччĕ.

тату

(таду), мирно, дружно. Хурамал. Елĕк икĕ çын пит тату (варлă) пурăнаççĕ, тет, пĕрре те пĕр-пĕрне йăвăр каласа çилентермеççĕ, тет. Ib. † Тăванĕпе тăванĕ тату тăрса, ирттерер-и ĕмĕр тăршшĕне. Слакбаш. Вĕсем тату тăраççĕ. Они живут мирно. Чеб. † Нумай пĕтĕ, сахал çитĕ, тату пурăннине мĕн çитĕ? Ск. и пред. чув. 14. Нарспи, хĕрем, пил сана! Упăшкуна ан пăрах! Аван пурăн унпала, тату пултăр яланах. Бугульм. Ют çынпа ют çын тату пурăнни аван.

таччан

(таччы̆н), плотно. Сятра: арччан тӧ̆бӧ̆ с’эрэдэ с’омн’а таччы̆н с’ыбы̆с’с’а ты̆рмас. Кан. Вара вĕсем çине таччăнтарах шертсем хурса тухаççĕ.

тахан

(таhан), подкова. См. такан. Цив. † Аслă çулăн варринче тимĕр тахан йăрри (= йĕрри) пур. Так и в Тюрл. Арзад. 1908, № 52. Ытти лашисен тахан (подковы) малти урисенчĕ çеç. || Качели. Бюрг. † Икĕ тахан айĕнче вăй выляççĕ ачисем. || Козлы. Аттик. Вĕсем Хурăн-варне (овраг) пырсассăн, тахан туса, хурансене виççĕшне те çеккĕлпе (на крюке) çакса яраççĕ. Ib. Çапла, пурне те хатĕрлесен, суйласа илнĕ çын çырмана пĕве хĕррине анать те, тахан туса, виçĕ хуран юнашар çакса, çăмăр учӳк валли пăтă пĕçерме пуçлать. || Колодка, подшиваемая под лапти (в мокредь). Чинер. (Чист.). || Н. Седяк. Тахан — капан варне тăратакан йăвăç, çак йăвăçсене утă çĕрмесрен тăратаççĕ. || Виселица. V.S.

тахçан

(тахс’ан), неизвестно когда, невесть (неведомо) когда. См. такçан. || С частицей „та“ в смысле — никогда. Ал. цв. 17. Хĕр вутлă сăмахсене вуласа тухсанах, вĕсем мрамăртан тунă çтана çинчен, унта тахçан та пулман пек, йăлтах çухалнă. ЧС. Эпĕ унтанпа ĕнтĕ сăпас çитмесĕр тахçан та йăвăç умми татмарăм. Ст. Яха-к. Пирĕн патăрта хăш чăвашсем пур, хăйсем ахаль чухне вырсарни кунсенче, е ытти аслă праçниксенче тахçан та чиркӳве каймаççĕ. N. Эп тахçан та ирпе тип ал-шăлипе пит шăлаймастăп. N. Вăрçă тахçан та чарăнас çук. N. Эпĕ хам тахçан та вăл енчи çынсене курса епле тумланса çӳреннине пĕлессĕм çукчĕ. || Очень давно, с давних пор; давнишний. Бугульм. † Нар пек хĕрлĕ чĕрем шуралнипе тахçан килекен тусçăм сивĕнчĕ.

ташлама

(ташлама), круглый ломоть. Хурамал. Çăккăр ташлами = çăккăра иккĕмĕш каснă чĕлĕ. Чертаг. Ташлама (или: çаврака чĕлĕ). Городище Б. Ташлама — следующий за горбушкой ломоть хлеба. КС. Ташлама, çур пашалу, ломоть хлеба во весь каравай. || Назв. обряда. КС. Тырă пĕтерсессĕн, кайранхи ана çине пĕр пайăрка вырмасăр хăвараççĕ; çав пайăркана тăпăлтарса кăлараççĕ те, вара çавăнпала çăккăр ташламине чăркаса, турра кĕл-туса çĕре пытараççĕ. (Стар. обряд). N. Ташламана чӳклеме хыçĕнчен тăваççĕ; ăна çав чӳклеме пекех тăваççĕ. Хуçисене курка тыттараççĕ, мĕн пур пӳртри çынсем пуççапма лараççĕ. Вĕсем куркине сăрапа тытса лараççĕ, ун чухне ак епле каласа кĕл-тăваççĕ. Унăн кĕлли çапла: турăпа патшан сывлăхне асăнса ĕçетпĕр. Çарăк мар, арăк мар, кулмалла мар, тутана шăлмалла мар, кĕрекерен çӳле çĕклемеле мар; кулакана, тутине шăлакана, кĕрекерен çӳле çĕклекене çиччĕ те пилĕк чашкă сăра ĕçтермеле. Т. IV, 39. Хуçа: ятлă курка ярас, тесе калат; çитни пулĕ, çитменни пулĕ, тет; çак куркапа çитерес тесе калас, тет, хуçа; тав сире, ташлама юманкассисем, илтĕрĕр-е, илтмерĕр-е? — Илтĕрĕмĕр, хапăл кĕтни çав пирĕн. Хуçа: ятлă курка ячĕ, хурăнкассисем, тав сире, илтĕрĕр-е, илтмерĕр-е? — Илтĕрĕмĕр, хапăл кĕтни çавă пирĕн. Тав сана ташлама: çӳлте турă, çĕрте патша, ут туртайми урпа, ал çĕклейми хăмла, ĕçекен путене, ĕçейменни карăш. Ытах ĕçсе ярайманни савнинчен уйăрăлтăр. Ib. 48. Тав сана, турăпа патша ташлами, çара çунана хурамаличчен хурамаламасăрах пултăр, куян урине кăшăлличчен кăшăлламасăрах пултăр. Ака тавра аки, çаран тавра çави, ут туртайми урпа, ар çĕклейми хăмла, турат куçĕ куркипе, тумла шывĕ сăрипе пур тăвана кăмăллă тăвас, тесе, калатăп. (Чӳксем чӳкленĕ чух калакан сăмахсем). || Встреч. в соединении: Торкан-Ташлама, половина чув. околодка дер. Чашлама, прихода с. Аттикова. Золотн. 274.

те

(тэ, т’э̆), и, да, еt (союз). См. та. СТИК. Çапла пĕр çул иртет, иккĕ те иртет. Прошел год, прошло и два (из рассказа). N. Мĕн çиес килнĕ, ăна çирĕмĕр (ели): улми те пур, пылĕ те пур, чăххи те пур, тепĕр чухне вара çăккăр çиме те вăхăт çукрах. Слакбаш. Ан çи те, ан ĕç. Эп ĕçместĕп те, çиместĕп те. Альш. Хĕр чухне кăна савăнни те. Только и радости то, что в девках (в девичестве, т. е. пока не вышла замуж). Зап. ВНО. † Çакă ялăн ачине инке-арăм та юрĕччĕ; пирĕн ялăн ачине пĕр сар хĕр те юрĕччĕ. Панклеи. Кошак кон патне те сиксе тохать. Хĕр кошака тапать те ярать, тапать те ярать. || Может повторяться. Альш. Пурте пур унта: пĕр килĕ хăнисем — унта Каши те пур, Мертли те, Раккасси те, Пӳркелĕ те. Регули 1489. Эп те, вăл та пыман онта. || Иногда речь бывает прервана. N. Лаши шăнарать те... лошадь сердится (и потому опасно к ней подходить). N. Хăй тивет те!.. Сама бьет (заставляет работать и пр.). || Хотя и... Регули 1483. Эп ĕнер килтĕм те сирĕн пата, эсĕр килте çок. СТИК. Пухăва каймаллаччĕ те ĕнтĕ, анти — мансăр пуçне те тăвĕç мĕн тумаллине, тенĕ. Орау. Хĕлле эсир: мана чăваш сăмахĕсене çырма ярăп, терĕр те, ямарăр. Орау. Ĕнер вăл ман пата килнĕччĕ те, эп: килте çук, теме хушрăм. Регули 82. Ман конта исе килес те, эсĕр илес çок (или: эп конта исе килсен те, эсĕр илес çок). Сред. Юм. Авăн пит çапмаллаччĕ те-ха, хôплать вит Çĕрпӳве каймалли. N. Ку юр кайсан выльăхсене килте тытматтăмăрччĕ те-ха, анчах юр хăçан кайĕ. Орау. Лаша, теме хăтланать те, уçсах калаймаçть. Хочет сказать: „лошадь“, но выговаривать ясно не может (напр., маленький ребенок). || Уже. Кан. Вăт, Кĕркурин, курăк каллех çулмалла пулчĕ те, теççĕ. Альш. Тухатпăр, япаласене вăй çитнĕ таран пуçтаратпăр та, пирĕн ял вăтаткасса çитнĕ те ĕнтĕ вут хыпса. Яргуньк. Лешĕ (он) кĕпипе хурĕ (= хыврĕ), тет: хусан, Ваньккă çитсе кĕчĕ, тет. Хурамал. Çапла каласанах, леш çын хутаççа кĕрсе те выртнă. Бгтр. Мăнкон çитрĕ те-и? Разве пасха уже наступила? || Тут же. Альш. Кайрĕ хайхи вут чупса. Пĕр килле хыпать те (огонь), тепĕрин çине сиксе те ӳкет. Коракыш. Каçпа карчăк тухнă та: ши! шăхăрнă, кĕç улттăн сиксе те тухнă. || Вот и. Кан. Индустри зайомне çырăнса илекенсем пулчĕç-и те. || Указывает на нечто непредвиденное. Юрк. Çемйисене Пăвана куçарнă вăхăтра (он) хайхи ашшĕ, Миките Микулайĕ, вилсе те каят. Шинар-п. Атте мана каларĕ: мĕн тăвасси мĕн те, пĕтетпĕр вĕт! терĕ. Отец отвечал мне (на вопрос: что делать?) Что делать то, что делать, а ведь, мы погибаем! Орау. Вăсем иккĕшĕ пĕрле пурăннă çĕртех старикки чирленĕ те, вилнĕ те (или: вилех те кайнă, или: вилсе те кайнă, или: вилнĕ-кайнă). Альш. Мишукне салтнă та, тутарĕ сиксе те тухнă. С. Айб. Улпут, хуран куклине илес тесе, аллине кăкшăма чиксе ячĕ, тет те, алли кăкшăмран каялла тухмасть те, тет. || При обобщении. N. Шывне виçĕ савăчĕпе те (во всех трех сосудах) илсе килеççĕ. Якейк. Ман виç ĕнине те сотмалла полчĕ. Кан. Хăшĕ калаççĕ: Çеçпĕл Мишши сăввисем çинчен каламаллăх та çук, унăн мĕн пурĕ те 2—3 сăвă çех, теççĕ. Полтава. Мазепа вăлсен иккĕшĕн пуçне те кастарнă. Мазепа велел им обоим отрубить головы. N. Унăн вăрăмĕ те мĕн пурĕ те çичĕ çухрăм анчах. N. Пирĕн мĕн пурĕ те (всего на всего) пĕр урам анчах. Коракыш. Кирек те мĕнле (во что бы то ни стало), Иван арăмне мана илсе пар. Во что бы то ни стало, добудь мне жену Ивана. Синерь. Хун ирĕк (твоя воля), кирек те мĕн ту. Ашшĕ-амăшне. Мана тесессĕн, кирек те ăçта кай. По мне, так иди куда хочешь. || Выражает усиление. Юрк. Пирĕн кăмăлăмăра пит те килсеччĕ (она). ТММ. Атăл çинче темĕн чухлĕ те кимĕ çӳрет те, çапах та йĕрĕ палăрмасть. (Хĕрарăмсем çинчен калаççĕ). Ала 27. Эсĕ ăçтисем (ты чья), эпĕ сана кунта халччен те курман, тенĕ, тет. N. Пĕр çирĕм хутчен те кайса килет пулĕ вăл. Янтик. Ц. Лачкасси пирĕнтен инçех те мар; васкаса, хăраса чупнине çитмелле те мар. || Соответствует русск. „а“ (в некоторых оборотах). N. Çурчĕ те, ачам!. Çурчĕ, çурчĕ. Çуртне пăх-ха! Один дом чего стоит („а дом то“...). || Юрк. Çурт туса пачĕ пулĕ? тесе ыйтат.— Пачĕ те, тет ку та. || Даже (иногда не переводится). Завражн. Онччен темĕскер те полĕ-ха! До тех пор еще невесть что случится (может случиться). N. Çапрĕ те-и ăна. Тыттарчĕ те-и вара ăна? N. Çын ĕçленипе тăранса пурăнса вĕсем ĕçлеме манса каяççĕ, кайран пĕр ĕç те ĕçлейми те пулаççĕ. О сохр. здор. Çав хĕрнĕ çан-çурăм çур тавлăкчен те сивĕнмест (от паренья в бане). Шурăм-п. Çавăн пек чăваш пĕрех çеç те марçке-ха вăл. Ведь, таких-то чуваш, смотри, не один. || В песнях имеет неопределенное значение, заменяет недостающий слог в тексте. Альш. † Икĕ те сарă ача эп ӳстертĕм, икĕ те хура куçăмсенчен пăхтарса.

те

(тэ, т’э), неизвестно... ли, неведомо... ли, я не знаю... ли. N. Те Микихвере кӳршисем каласа кăтартнă ун ачисем ват карчăкран кулни çинчен. N. Эпĕ она кăтартрăм та, вăл те соккăр, ним те кормарĕ. Ст. Шаймурз. † Кăмакăрта хăйсем (лучины) шăлтăртатать, те çунас вăхăт çитнĕрен (не знаю, оттого ли, что эй наступила пора гореть, т. е. , м. б., эй наступила пора гореть). N. Сана эпир хытă кĕтрĕмĕр, анчах эсĕ те килте, таста, çавна эпир пĕлместпĕр (мы не знаем, дома ли ты, иди где в другом месте). Орау. Паян çăмăр те пулать (неизвестно, будет ли сегодня дождь). N. Те усĕрнипе (от кашля) ыратать... Я не знаю, от кашля, что ли болит... (в просторечии: не знай, от кашля болит). N. Те кăнтăрлана (на обед) чĕнет ĕнтĕ... Я не знаю, может быть, это уже зовут на обед (в просторечии: не знай, уж на обед зовут). || С иронией. Ст. Чек. Те унта шăнса выртмалла! (Говорит человек, которого посылают на холод). || Как будто. Изамб. Т. Ыраш парса ярсан, Ваççа калат: те, Елим каламасан, эпĕ Елчĕк çуннине пĕлместĕп (как будто я не знаю) (quasi vero nesciam) без Елима (т. е. без его сообщения), что в Яльчиках был пожар). || Иногда повторяется. СПВВ. Те апла, те капла. Не то (нето) так, не то (нето) эдак (в просторечии также: не знай так, не знай эдак). N. Урăх çыру ярасси те пулать, те пулмасть. Не знаю удастся ли еще послать письмо. N. Вĕсем те вилĕ, те чĕрĕ тухнă (вышли из боя). Орау. Ыран те пурнан, те вилен. Ib. Ыранччен (до завтра) те пурнан, те вилен. N. Ыранччен те куратпăр (увидим), те курмăстпăр. Регули 479. Те корнă, те корман. Не знаю видел, не знай нет (т, е. не знаю, видел или нет). Ib. 1438. Те вăл каять, те ашшĕ он каять. Не знай он поедет, не знай его отед (т. е. не знаю — он ли поедет, или его отец). Шугуры Ц. Вăл вăхăтра эпĕ пĕр пилĕке те çитнĕ, те çитмен, уна астумастăп. Не помню, было ли мне тогда лет пять: или меньше, или больше. || Может соединиться с другими выражениями неведения или недоумения. Янтик. Хулана те карĕ тем. Не знаю, съездил ли он в город. СТИК. Те кашкăр темĕн! Едва ли это волк! (В Сред. Юм. это значит: не знаю, волк, что-ли!) Ib. Те кашкăр, те мĕн! Неизвестно, волк ли, что ли (т. е. волк или что другое). Орау. Пирĕн кукамайпа пĕр тăван хĕрин хĕрĕ пулмасть-ши вăл? — Те çапла, темскер. Это не внучатая ли внука (внучка) нашей бабушки по матери? — Не знаю, может быть и да. Юрк. Те тĕрĕс пулчĕ, темĕн ĕнтĕ, çын сăмахĕ. (Уж не знаю, правду ди он сказал). Бес. чув. 9. Ку лаша манăн ватăлса çитрĕ (совсем стала стара), çурхи тырра те акаймĕ темĕн (не знаю, удастся ли с ней справить весенний сев). Изванк. Те ăна ытла çилентертĕмĕр пули-мĕн. Или уж мы очень разгневали его?.. ЧП. Килекен тăванçăм килми пулчĕ, те хамăр начартан, те мĕнтен (потому ли, что мы бедны, плохи, или по какой другой причине).

те

(тэ), говорить. Панклеи. Мĕн тетĕн? Что ты говоришь? N. Мĕн терĕ? Что он сказал? Регули 466. Мĕн темеççĕ çынсам! Чего не скажут люди! (т. е. они могут сказать все, многое, их не переслушаешь). N. Ивана мăшкăлласа кулнăшăн, акă мĕн тенĕ. || Вводит прямую речь, как русское „говорить“. N. Каларĕ, тейĕн ак! Вот ты сам убедишься, что я сказал (правду). N. Вилеп, тесех тăрать. Все твердит: „умрет“. N. Эсĕ ан мантăр, тесе. Ст. Шумат. Эсĕ тăват уралă, эпĕ икĕ уралă, тет,— хăшĕ те хăшĕ валтан анĕ (кто из нас раньше сойдет)? тет. Ал. цв. 20. Эсĕ паян ешĕл йывăç пахчине пырса туратсем, чечексем, çулçăсем карнă ху юратнă хушша кĕрсе лар та, акă çапла кала: шанчăклă чурам, калаç-ха манпала, те (скажи), тет. Сред. Юм. Хай ача: эсĕ ман аппа пôлан-çке, эпĕ сан шăлну вит, тесе ячĕ (воскликнул), тет. || Весьма часто вводит предложения, соответствующие русской косвенной речи; при этом вводному предложению нередко предшествуют глаголы думания, говорения и вещания, а глагол „те“ ставится после него. Подлежащее вводного предложения часто заменяется вин. падежом, а самое построение вводного предложения нередко частично изменяется в сторону косвенной речи. Шурăм-п. Тутлă шăршă кĕрет: ăçта та пулин пыл пур, темелле (подумаешь, что...). Регули 476. Поплеççĕ: вăл килмест, тесе (или: вăл килмест, теççĕ). Гаворят, что он не придет. Ib. 1481. Эп пирĕн тесе (или: тесе те, т. е. подумал), пирĕн полмарĕç. Эп пирĕн, терĕм, пирĕнех полчĕç (оказались нашими). Ib. 471. Эп çĕмĕрнĕ, тесе, ятлать. Бранит меня, как будто я разбил. N. Санпа тавлашма тытăнĕ, тетĕн-и, эсĕ ăна? Неужели ты думаешь, что он выступит с тобою в состязание? Ал. цв. 20—21. Эсĕ мана хăвăн сассупа хăратăп, тесе, ан шиклен. Не бойся, что ты испугаешь меня своим голосом. Истор. Вырăссен çарĕ чакма чарăннă, тенине илтсен, хрантсуссем те пит савăннă. N. Эсĕ килет поль, тесе (думая, что ты идешь), алăк уçма тухрăм та, эсĕ пулмарăн? Трень-к. Эп (эпир) пурт çинчен ан антăр, тесе, посмине илчĕç. Они убрали лестницу, чтобы я (мы) не мог (не могли) слезть с крыши. N. Пире... сирĕн пата: пĕрле пурăнар, тесе, калаçса килĕшме ячĕç, пире хăвăр тусăрсемпе, юлташăрсемпе пĕрле çырса хуччăр, тесе, йăлăнма ячĕç, тенĕ. Послали нас к вам, чтобы заключить с вами союз и мир, и чтобы вы вписали нас в число соратников и друзей ваших. Регули 477. Эп паллимарăм, те. Скажи, что ты не узнал. N. Вĕсем мана: çырла ан туптăр, тесе (чтобы я не нашел ягод), кунта исе килнĕ. N. Вĕсем: эпĕ çырла тупам мар, тесе, мана кунта илсе килнĕ. (Странная конструкция, по смыслу с пред. совпадающая). N. Салам кала, тата: тав тăвать сана кĕнекешĕн, те. Передай ему поклон и скажи, что я благодарго его за книгу. N. Кашнийĕ вĕсем (каждый из них) мĕн пысăкăшĕ, мĕн аслăшĕ, вĕсене пурне те вырнаçтарса тăма мĕн чухлĕ вырăн кирлĕ? тетĕн. Регули 472. Эп: вăл, терĕм,— вăл мар, терĕ. Я сказал, что это он, а он сказал, что это не он. Н. Чукалы. Атя чултан шыв кăларар! — Якуркка калат: атя! кăлараймăп, терĕн-ем? Юрĕ кăларса пăхăпăр, чим, кăштă каяр-халь. Регули 473. Эп: кирлĕ мар полĕ, тесе. Я думал, что, вероятно, не надо. Ib. 475. Эп шокшларăм (= шухăшларăм): вăл, тесе. Я думаль что (это) он. Ib. 1447. Эп она: пĕлтĕр, тесе (чтобы он знал), йори каларăм. [Эту фразу можно понять и иначе: „я сказал ему ложно, что (это было) в прошлом годе“]. Кан. Уçсан та (окно): кантăка çĕмĕрмесĕр хупатăп, темелли çук. Нельзя быть уверенным, что затворишь его, не разбив стекла. НТЧ. Хай Елекка виçĕ кунтан: пуç ыратать, тее пуçларĕ. Кан. Çитрĕ, карчăк, пурнăç? теейсе юлтăм. Капк. Атте, мана валли кĕнеке илме сан укçа çук, тетĕн? Урмай. Лешĕ калать, тет: çичĕ куçĕ те çывăрса кайнă, терĕ, тет (у меня). Юрк. Мĕн çинчен? тесе ыйтат чăвашĕ те. Кн. для чт. 10. Усал çынна çыпçăнсан: ырă çул çинче, тесе, ан кала. N. Вĕсем сан çинчен: пусмăрлать, тесе, тата тепĕре каласан: эпир хамăра тивĕçлине тăвăпăр: санпа тинĕс çинче те, çĕр çинче те вăрçăпăр, тесе, çырса ятăмăр. Мы написали ему так... если они еще обратятся с жалобою на тебя, то мы окажем им справедливость и будем воевать против тебя на море и на суше. Якейк. Эпĕ Хосана килет, тенине илтсен, вăлсам пит савăннă. Услышав, что я (ты, он, мы, вы, они) приеду (-ешь, -ем, -ете, -ут) в Казань, они очень обрадовались. (Отметьте здесь употребление глагола З-го лица ед. ч. при подлежащем во всех лицах и числах). N. Эсĕ калан мана: сана çавраймарăм, тен. Ты говоришь, что я тебя не сумел свертеть (т. е. увлечь; замечательная косвенная речь). КС. Платон: сана кăçал килмеçт вăл, терĕ. Платон сказал, что ты в этом году не приедешь. СТИК. Эпĕ кăна, эсĕ кайтăр тесе (чтобы ты ушел или уехал), турăм. Эпĕ ку япалана, эсĕр кайтăр тесе (чтобы вы ушли или уехали), турăм. Регули 718. Вăл манран итрĕ: пичĕш килет-и? тесе (придет ли его старший брат, т, е. брат спрашивающего или брат другого человека; смысл двоякий). Якейк. Эп сан пата мĕн тума пытăм поль, тен? Как ты думаешь, зачем я к тебе приходил? N. Эсĕ, Анна, мана (про меня): карточка теме ямас у ман пата, тесе калат, тет. Про тебя, Анна, говорят, что ты говоришь, что я почему-то не посылаю тебе своей фотографической карточки. Альш. Эсĕ çывăраттăр, тесе (думая, что ты спишь), кĕмерĕм эпĕ. Сана: çывăрат, терĕç те (сказали, что ты спишь), кĕмерĕм вара эпĕ. || В З-ем л. ед., а иногда и мн. числе, употребл. в смысле русского безличного оборота: „говорят“. Альш. Пурăнсан-пурăнсан, вăл ăвăсĕсене пĕри каснă, теççĕ, хăшне-хăшне; унтан вара суккăр пулнă, тет-и, мĕн-и (говерят, что-ли)? Ib. Çилĕмсем çаклансан, ĕçерсе яма анакансем (в воду) пулнă, тет-и-мĕн те, çавсем калаççĕ, тет. Изамб. Т. Энтрипе арăмне уйăрса кăларнă, темест-и? — çапла, тет, çав. N. Ăна вилнĕ темери? Не говорили-ли, что он умер? Регули 478. Поплеççĕ: вăл килмеçт, тет? Говорят, что он не приедет. (Здесь странное соединение мн. ч. с ед.). || Называть. N. Çакна чăвашла мĕн (как) теççĕ-ха? Ăна кунтăк теççĕ. СПВВ. НН. Малтан пыракан тесе укçана калаççĕ. Çавна илесчĕ те, малтан пыраканни çук тени — çавна илесчĕ те, укçа çук тенĕ сăмах пулат (означает). || Думать, предполагать, хотеть, желать (ставится с прич. буд. вр.). N. Антон (Антун) каларĕ вара: Захар (Сахар), епле топас тетĕн утсене? терĕ. Юрк. Эпĕ ĕлĕк те авланас теместĕмччĕ, ун чухне те пĕр шуйттанĕ хĕтĕртнипе анчах авланса ямарăм-и? тет. М. Яльч. † Пĕчĕккĕ лаша, турă лаша, кăçалхи çул кӳлес теменччĕ; ай-хай пуçăм, çамрăк пуçăм, кăçал çул каяс теменччĕ. Регули 556. Ярас тетĕп. Хочу (сообщить) послать. Ib. 559. Эп каяс темĕп он чох. Я тогда откажусь (не захочу) итти (ехать). Якейк. Килес мар тесеччĕ эп паян. Я сегодня не хотел было приходить. Ib. Ăна корасах теттĕмччĕ, коримарăм. Ăна корасах тенĕччĕ, коримарăм. Ăна корапах тесеччĕ, коримарăм. Ăна корас тесех килсеччĕ, коримарăм. Ib. Эп тăвас тенĕ пек полчĕ; эп шохăшланă пак полчĕ (как я желал, так и случилось). Регули 1519. Вăл пĕтерес терĕ те, пĕтеримарĕ (пĕтерчĕ). Сред. Юм. Онпа çитмес тăта, ôна та сотас тет, мĕн ĕнтĕ. Этого не достаточно, еще и это хочет уже продать. || Решать. Якейк. Эп конта йолас терĕм уш (решил уж остаться здесь). ГТТ. Эпĕ: хама тӳрре кăларам, темерĕм çав ĕнтĕ. Я решил не защищаться. || Обещать. Регули 1482. Эс ĕнер килес терĕн те (или: терĕн), килмерĕн. Эп килес терĕм те, килтĕм. Ib. 1520. Вăл мана курас терĕ те, курчĕ. || Употребл. во многих чувашизмах. N. Мorbus тени чир тени пулать. Слово morbus означает болезнь. Альш. „Пулуштух“ тессине „палăштух“ теççĕ. Вместо „пулуштух“ они говорят „палăштух“. Чт. по пчел. № 17. Хурт йĕрки тесе эпĕ „пчеловодство“ тессине калатăп. Термином „хурт йĕрки“ я перевожу слово „пчеловодство“. ТХКА. Эпир, эсир,— теççĕ анатрисем. Сăмаха вир-ял пупленешкел эпир тессине эпĕр, эсир тессине эсĕр, тесе çырма эпĕ шутлатăп та ĕнтĕ. Я. Турх. Ывăл тессине „ул“, анне тессине „апи“ теççĕ. Юрк. Вырăсла тесен, вырăсла мар, чăвашла тесен, чăвашла мар. По-русски — не по-руски, по-чувашски — не по-чувашски, т. е. не разберешь как, не поймешь на какой лад. Шурăм-п. Чăнах та пирĕн паталла, çын тесен, çын мар, упа тесен, упа мар, лап-лап пусса утса килет. Ал. цв. 6. Пӳрт тесен, пӳрт мар, çурт тесен, çурт мар (не то изба, не то дом). Юрк. Илемлĕ темелĕх те пур. Можно сказать, что она и красива. N. Хальхи куланай (подати) куланай темелĕх те çук (т. е. очень малы). Ромс. 30. Ĕçлес тесе (усердно) ĕçлеççĕ. Якейк. Йăван тесе Йăван çынтан кулать! Даже Иван (уж нащто Иван), и тот смеется. N. Пăва тесен, Пăва та пирĕн хуларан илемлĕрех. Уж нашто (на что) Буинск, и тот красивее нашего города. Т. VII. Шухăшларĕ, шухăшларĕ, тет те: пырăм, хăшне çиессӳ килет — пылĕ те, çăвĕ те, ашĕ те, сĕчĕ те, хăйми те — мĕн тенĕ вăл пур (есть все, что хочешь), кала, терĕ, тет. Толст. Бухар патшалăхĕнче мĕн тени вăл пур (есть все, чего хочешь). Орау. Вăт пирĕн Якур, ĕçлет тесен ĕçлет! (работает так работает; уж действительно работает). N. Чухăн хресчен пурăнăçĕ тесен (если говорить о бедняцкой крестьянской жизни), пит лайăххи, матурри сахал вара: пĕрин лаши çук, тепĕрин плукĕ, сухи-сӳри çук. Байгул. Нумай пулать, тет-и, сахал пулать, тет-и (через сколько-то времени), çаксен пӳрт тăррине пĕр хуп-хура кайăк пырса ларнă, тет. Орау. Çывăрса тăранимарăм тетĕн паян! Как ты говоришь, что ты сегодня не выспался? Юрк. Ыран калăм-кун тесен (накануне) чустасем лартаççĕ. ЧС. Пĕр çула (летом), çимĕк çитесси виç кун тенĕ чух (за З дня до семика). Ст. Яха-к. Çăварни пĕр эрне тенĕ чухне (за неделю до масляницы) çынсем сăра тума пуçлаççĕ. СТИК. Мункун тесен иккĕмĕш кун, в пятницу страстной недели. Ib. Раштав тесен виççĕмĕш кун, за три дня до рождества. N. Çапла вăсем мункун пĕр эрне тенĕ чухнех (за неделю) тем пек сĕреншĕн хатĕрленсе, ăна чунтан-вартан кĕтсе тăраççĕ. Яжутк. Ах, килемей! Эпĕ килемей тесен, килемей тесе калăп, кукамай тесен, кукамай тесе калăп (тархаслани). N. Çак ыйтнă кĕнекесемшĕн укçа тесен (если потребуются деньги) укçа та ярăттăмччĕ.

теветкелен

стать смелым, решительным. Этем йăх. еп. пус. кай. 7. Ĕлĕк вĕсем йăваш кăмăллă пулнă, халĕ теветкеленсе кайнă.

тем

(т’эм), неизвестно что. См. темĕн. Регули 510. Тем (темĕнле) полать-ха. Не знаю, что (еще) будет. Синьял. † Вăрман хĕрĕнчи кăвак пĕлĕт, тем çăвасси пур халĕ. Пуç капташки-маклашки, тем курасси пур-халь ун. Сунт. Тем тăвассу пур. Не знаю, что мне сделаешь (т. е. ты со мною ничего не сделаешь. Ответ на угрозы). ТХКА 49. Тем тăватăр ĕнтĕ (не знаю, как вы решите), кайма та хăрамалла, лашасене те шалккă, тет анне. Амăшĕнчен ыйтсан: ашшĕ тем тăвать, тет. СТИК. Тем пулат, тем килет-ха, тен мункунччен вилĕпĕр-кайăпăр! (Погоди, вот доживем до пасхи, там увидим). || Неизвестно какой. Шел. II. 64. Ма ан кăтарттăр (почему не показать), вăл тем япала мар вĕт (не бог-весть что). Истор. Иван Калита аслă княçра чухне вĕсем тем сăлттавпа (по какой-то причине) Радонеж ятлă хулана куçнă. Все, что угодно; весьма многое, разнообразное. || N. Уйăх хушши мар, пĕр эрнере те тем пулас, тем килес. N. Темрен те паха. Дороже всего на свете („дороже не знаю чего“). Ст. Яха-к. Çав кунсенче тем те курăн çавăн пек япаласене (увидишь много подобных вещей и не знаю каких). || Нечто страшное. Шел. 102. Саншăн (из-за тебя), пĕчиккĕскершĕн, пире темех тумĕç-ха (ничего особенного не сделают). || Не знаю. Регули 481. Тем, пĕлместĕп эп. Не знаю, мне это неизвестно. Ib. 486. Тем тес. Не знаю, что сказать (quid dicam nescio). Орау. Час килет-ши вăл? — Тем, пĕлместĕп. Ib. Пырать-ши вăл, çук-ши? — Тем тăвать („не знаю, как он поступит“). Придет ли туда? — Не знаю. Якейк. Виçĕ пус окçа та çок, тем тума пĕлес халь (не знаю, что делать). N. Пирĕн тем тумалла çук япалана. N. Эпĕ орăх хоть те ярирăп-и, тем. || Не знаю, что об этом сказать (затрудняюсь определенно высказаться). Орау. Вăл хăй кăмăллă япшар çын пек туйăнчĕ те, тем тата. Мне показалось он любезный человек, впрочем не знаю... || Иногда только смягчает последующее заявление, или отнимает от него силу полной уверенности. Торп-к. Пичĕшĕсем ыйтаççĕ, тет: макăртăн-и мĕн, Хăрхăн, тесе калаççĕ, тет. Пике калать, тет; тем, макăрман та, йывăç турачĕ çапрĕ те, çавăнпа кушшуль тухрĕ, тесе каларĕ, тет. Регули 843. Тем, каяс çок вăл паян. Ib. 482. Тем, корман эп. Не знаю, я не видал (мне кажется, я не видал). Другой смысл (с иною интонацией): „мне по этому делу ничего не известно, я не видел“. || Должно быть, кажется, как видно, возможно. Панклеи. Попĕ корчĕ те: Макçăм, сан кĕсре окçа кăларать, тем, тет. Орау. Тем, ку Йăван кĕçĕр килмеçт пуль (наверное, не придет; верно, не придет; как видно не придет), кĕтес те мар. Никит. Татнă пек çырлине сутсах килет тем. Видимо, она придет домой тогда, когда продаст набранные ею ягоды. Янтик. Хулана карĕ тем (повышение голоса на „хулана“). Видно он в город поехал. Сред. Юм. Паян çăмăр пôлать тем? Возможно сегодня будет дождь? N. Ĕни сĕтсĕр мар тем те (кажется): çаканĕ нăмай та, çанпа çитмеçт, корнать. Орау. Ирех юрлатăн, ачам, тем сан паян макăрмалла пулать пуль. Регули 485. Вăл тем. Кажется (думаю, что), это он. N. Сахат чарăнса ларчĕ тем вăл çĕрле. Б. Нигыши. Старикки каланă (старухе): çарăкне хăпарса курмасăрах кулатăн тем (кажется), тесе калать, тет. Якейк. † Ай акиçем, йăмăксам, тем ытлашши каларăм поль, кайтăр-поттар! ан тийăр. (Солд. п.). Нюш-к. Эс манран пĕр виç çул аслăрах-ши? Эс манран пĕр виçĕ çул аслăрах тем вара (еще более увеличивается продолжительность). Панклеи. Чăнах тем. Кажется и в самом деле правда. || Как будто, словно будто, quasi is. Регули 480. Эп, тем, каларăм сана. Не знаю, сказал ли я тебе (как-будто я сказал тебе). N. Тем пĕр-пĕрне çиленнĕ пек, тек пĕр-пĕрин патне нимĕн хыпар тумасăрах пурăнатпăр. С. Айб. † Турă утма савса эп ӳстертĕм, тем хам савăнса ларса, ай, çӳрес пек. („Тем“ придает здесь оттенок раскаяния). Сунт. Тем, пуян çынсем пек. Ib. Çанталăкĕ, тем, сулхăнлатрĕ. N. Тем, аван мар пек туйăнать. || Нередко соединяется с другими выражениями или предложениями. Регули 484. Те ярас тем. Не знаю, посылать (послать) ли, или не посылать (послать). Ib. 780. Вăл пирĕнтен инче мар; те килет тем конта, эп она пĕлместĕп (не знаю придет или нет). N. Мĕскерле, чăваш хушшинче пурăнса, чăвашла вĕренейчĕ-ши вара (а удалось ему выучиться)? — Тем, вĕренейчĕ-и вара (или: те вĕреннĕ тем, или; темĕскерле вара). А когда он жил в чувашах, удалось ли ему выучиться по-чувашски? — А не знаю (а не сумею тебе сказать). Бр. п. водку 16. Хамăр ялăн каччисем темĕншĕн тем ыйтмаççĕ (не сватают). N. Тем авланас пулĕ салтака каяччен. || Не знаю почему. Изамб. Т. Тем вăрçаççĕ вара? || Не знаю что; шут знает что. N. Çавăн пек сăмахсем вĕсенĕн урăх та нумай: çавăн пек пулсан, тем курас пулĕ (испытать придется). С. Тим. Курăкран çӳхе, темрен вăрăм (длиннее не знаю чего). || Что-то. Шурăм-п. Тем калас, тет пулмалла. Должно быть, что-то хочет сказать. Сред. Юм. Тем алхастарнă поль сире. (Çынсĕм пит чарăнмасăр вылясан, кôлсан калаççĕ). Уже не... ли (указывает на одну из возможных вероятностей). Ib. Пĕр пит йосав каччă иртсе кайрĕ, хăтана каймарĕ тем (т. е. уж не пошел ли он невесту сватать?). || Что-то (= почему-то). Орау. Пĕр çулнехи пек кахатлăх ан пултăр кăçал (как бы не случиться неурожаю), тем çăмăр çук. СТИК. Тем пуç ырата пуçларĕ, те сĕрĕм çакланчĕ. Что то начала болеть голова, не знаю — угорел. Алгаз. Тем урамалла пăхрăм та, çынсем мăкăр-мăкăр вуласа чупаççĕ. N. Çынни тем чирлĕ, типшĕм, лутра хăйне хăй хавас мар пек кăтартат. || Служит для усиления. НИП. Тем пысăкĕш чăрăшсем (огромные ели). Орау. Вучĕ тем çӳлли çунать. Пламя поднимается на огромную высоту. || Употребл. в чувашизмах. Сред. Юм. Тем çăва ятлăччĕ çав! Не знаю шут знает, как его звали! Ib. Тем çăва патне ярат онта мана! Не знаю (шут знает), зачем посылает он меня туда! N. Тем мурне (также: тем ахратне, тем шуйтанне, тем хăяматне, тем масарне; тем çăвине, почему-то). Сред. Юм. Тем çăвалла çын ô, нимпе те манран йôла пĕлмес. Шут знает, что он за человек — все за мною вяжется. Ib. Паян ô кайни такçанах, тем ĕмĕр пôрăнчĕ ôнта (долго находился или пробыл). Ib. Тем чир пик аса та илмен эп ôна. Не знаю, я как-то не припомнил этого. Ib. Тем çăви полнă. Не знаю, что случилось (шут знает, что случилось). Шурăм-п. Хăйне теме (dat.) хурса, таçти пухура пек, никам ăнланайми сăмах калать. С крайнею гордостью он произносит никому непонятную речь, как будто на каком-то важном собрании. Ск. и пред. чув. 57. Тем хăтланман-ши, темĕскер туман-ши? Не наделал ли он чего? Сĕт-к. Çав пачкалăка тĕкĕ пемелле (надо подпереть подпорой): тем çĕрех солăнса кайнă. || Чорт знает к чему, зачем. Орау. Тем ухмахне палăртать вăл. К чему обнаруживает он свою глупость?

тем те пĕр

всякая всячина. О сохр. здор. Вĕсем темм те пĕр, тислĕк (тирĕслĕк) е урăх таса мар япаласене тăкакан пĕвесенче, кӳлĕсенче, юхан шывсенче пулаççĕ (глисты). СЧЧ. Хăй тем те пĕр каласа чӳклет, тет. Янш.-Норв. Тĕлĕкре ăна иесем тем те пĕр тума вĕрентеççĕ. Н. Карм. Ну, эппин эсĕ иртнĕ çура ман аттене тем те пĕр каласа пĕтертĕн (говорит волк ягненку). N. Тем те пĕр курнă (я видел) кĕçĕр тĕлĕкре. Могонин. Унта вăл çынсем тем те пĕр (всякую всячину) илсе тавăрннă. Сред. Юм. Тем те пĕр илсе толтарнă. Накупил разных вещей, всякой всячины.

тем тесен те

что ни говори; без сомнения, несомненно. Ядр. † Çакă ялăн хĕрĕсем кăвак чаппан айĕнче, тем тесен те ăйхăра. Якейк. Тем тесен те, çав вĕтлĕхре токмак порнать. Кильд. † Çакăнпа туя кисессĕн, турта вĕçне карт картас, тем тесен те килес çук. N. Вĕсем сире çĕнĕ çулччен çĕр тем тесен те парĕç, тенĕ.

темиçе

(тэмиз’э, т’эми’з’э), неизвестно сколько, сколько-то. Изванк. || Много. Сред. Юм. Темиçе хут чĕнтĕм (звал) сана. Çапах та пымарăн вит ху. N. Вĕсем пĕр сăмах вырăнне темиçе сăмах калаççĕ.

пĕр темиçе

несколько (сколько-то). N. Вĕсем патĕнче пĕр темиçе кунччен вĕрентсе пурăннă.

тенешкел

(т’эн’эшк’эл’), то же, что тенĕ пек (выражает приблизительность). Пир. Ял. Вĕсем пĕр сасăпа тенешкел (почти единогласно) чиркĕве хупнă. Шарбаш. Тенешкел, как сказано, как будто.

тенкĕ

(тэҥ’гэ̆, т’эҥ’гэ̆), серебрянная монета (всякая, вообще). Н. Карм. † Аллă иккĕлĕх тенкĕ те яка тенкĕ, чулавалник илмеç (= илмест), мĕн тăвас? Кн. для чт. 82. Якăнат кайран сĕтел патне пырать те, сĕтел çинче пĕр пилĕк пус тенки выртнине курать. Изванк. Упăшки арăмне атă тăхăнтартнăшăн е пĕр, е ик тенкĕлĕх тенкĕ парат. Янш.-Норв. Тенкĕлĕх тенки, пултинник тенки. Пус. Чӳк туна чух малтан тĕнкĕлĕх тенкĕ пышшĕ (= пысăкăшĕ) пашалу пĕçереççĕ, тет. Янтик. Çак виç тенкĕллĕх хут укçана пĕрер тенкеллĕх тенкисем туса пар-ха (разменяй на серебрянные рубли). || Рубль, целковый. N. Миçе тенкĕпе лартмаллине кайран калаçăпăр. N. Çынсем анине З тенкĕпе вырчĕç, вăл пĕр чĕрĕк ытларахшăн 2 тенкĕ яхăн илчĕ. N. Мĕн пурĕ пилĕкçĕр тенкĕ те пилĕк тенкĕ пулчĕ (т. е. 505 р.). N. Пĕр тенкипе ачасене колач исе пар. С. Айб. Манăн пин тенкĕм укçам та çук. Кама 5. Эпĕ сана икĕ пăт та вăтăр кĕрепенке ыраш панă. Пăтне 4-шар тенкĕрен — вăл пулать 11 тенкĕ. Якейк. Анчах лайăхраххине илес тесен, пĕр вун тенкĕсем хушмалла пулĕ-ха (придется прибавить рублей десять). N. 500 тенкĕрен (по 500 р.). N. Çирĕм вĕллерен çирĕм пăт пылĕ пулать, саккăршар тенкĕрен çĕр утмăл тенкĕ, тата пилĕк йышĕ саккăршар тенкĕрен хĕрĕх тенкĕ. N. Уйăха миçе тенкĕпе пурнатăн (получаешь)? Кадыш. Вĕсем вуншар тенкĕрен (по 10 р.) хĕрĕх тенкĕ тăраççĕ. N. Тенкĕ çурă, полутора рубля. || Серебряный рубль. Хурамал. Çĕлĕкĕ çине, çамки тĕлне тенкĕ çакаççĕ, пĕтĕм тенкĕ и çур тенкĕ (рублевики и полтинники).

тенкĕлĕх

тенкĕллĕх, достоинством в рубль(-лей). N. Вĕсем вуншар тенкĕлĕх çĕлĕксем илчĕç. Они купили десятирублевые шапки. Альш. Икĕ эрет çирĕмшер пуслăх кĕмĕл, варринче — çур тенкĕлĕх. Два ряда серебрянных двугривенных, а посередине полтинник. Янтик. Çак пĕр тенкеллĕхе (этот рубль, эту рублевку) пилĕкшер пуслăхсем туса пар-ха (разменяй на пятаки)! Кан. Хунавне икçĕр тенкĕлĕхрен кайра мар выльăхсем ватнă (потравили не меньше, как на двести рублей). Рук. календ. Прокоп. Пĕлтĕр хăяр кăна çĕр тенкĕлĕх сутрăмăр (одних только огурцов мы продали на сто рублей), тет. N. Виç тенкĕлĕх порçăн тоттăр. Трхбл. Иван пасартан тенкĕлĕх улма илсе килнĕ. Иван привез с базара на рубль яблоков. Арзад. 1908, 42. Сăсар тирĕсем укçипе вăл 7 тенкĕлĕх пăшалпа капкăн илнĕ.

тепрев

иной, другой. См. тепĕрев. Альш. Тепревĕн кинĕ-мĕнĕ çук: аслă хĕрĕ юлат сăра ăсма. Сборн. по мед. Тепревсен куçĕсем пăсăлаççĕ, вĕсем вара йăлтах суккăр та пулаççĕ.

тетен

(те+и+тен), может быть, возможно. N. Ку лавккара йӳнерех параççĕ-и тетен? (В др. гов. ку лавккара йӳнерех параççĕ те-и-тен? Вопросы не означают сомнения в правильности фразы). Алик. Мана тетен вĕлерĕç, вара çĕçĕ тăрăх йон юхса анĕ (стечет). Изванк. Мур, тетен эсĕ хамăр ял çынех пулĕ, тетен шыври пулсан та, вутри пулсан та, хирти пулсан та, вăрманти пулсан та, тетен урăх япаларан пулнă пулсан та, ăçта сана ăсатса яратпăр, çавăнта кай. (Изгнание мора). N. Контах полсан, тетен чĕрех йолăп (останусь жив). || Нередко соединяется с вопр. и др. частицами. КАЯ. Тетен кăна хутпах пĕлтерни тен (м. б. известили), те ĕнертемпе хăй илтнĕ. Н. Шинкусы. Тетен чăн та-и (может быть, и верно), терĕç. Ходар. Тетен эпĕ сире кӳренмелли сăмахсем каларăм пулĕ. В. С. Разум. КЧП. Тетен вĕсем ăна шухăшлаççĕ те пулĕ.

техĕмлĕ

вкусный. Орау. Техĕмлĕ (тутлă) пултăр тесе, тăвар пусаççĕ такан малти икĕ ури хушшине, кăкăрĕ çине (сделав надрез. Техĕмлĕ — тутлă пултăр тени). СТИК. Чĕрене пыракан çимĕçе мухтаса: техĕмлĕ, теççĕ. Ib. Шăрттан, чăкăт, тата ытти япала та техĕмлĕ. N. Çулă, техĕмлĕ парне. Питушк. Ай-ай, техĕмлĕ полнă! N. Така пуснă чухне калакан сăмахсем: така пĕре шыв сапсанах силлентĕр, ашĕ-пăшĕ пĕртен (с одной стороны) перекетлĕ те, пĕртен (с другой стороны) техĕмлĕ пултăр. Юрк. Ай-хай хуратул пăттине вĕсем техĕмлĕ тăваççĕ-çке, çисе те тăранма хал çук, темĕн тĕрлĕ тутлă пулат.

тымар

(тымор), корень. Орау. Вăл йăвăç тымаррисене пит аяла ярать. Это дерево пускает корни глубоко. N. Пысăк тымарне кăларса пăрахнă та, вĕттисем юлнă. Главный корень вырван, но остались его разветвления. N. Тымар ярса лар, пускать корни. Чист. Кайсан, тымар ярат. Если пойдет, то долго не возвращается. Сред. Юм. Тымар ярсах ларнă. (Гов. про человека, если он где-нибудь долго сидит, напр., у соседей). N. Çак ырă тымартан лайăх йывăç турачĕ шăтса тухнă. Трхбл. Скачут на ноге, когда в ухо наберется вода, и говорят: яш, яш, яш тымар, хăлха мар! || Корень (слова). N. „Тăнчă, тăнчăпа, тăнчах“ тенĕ сăмахсем вĕсем пĕр тымарах (одного корня). || Корень зуба. Ст. Ганьк. Шăл тымарĕ туртсан, ыратать. || Кровеносный сосуд. Юрк. Алă тымарĕ, юн тымарĕ. || Рenis. Магн. М. 233.

тыр

хлеб в поле. См. тырă. Соор. Тырсам вырса тавăрăннă чух пĕр çурлине тыр кутнех пăрахса хăвараççĕ. Регули 1223. Тыр пулсанах килчĕ. Нюш-к. Тыр пĕтернĕ чух кайранхи ана çинче ана пайĕ (çурла çыхмали) хăвараççĕ. N. Тыршĕнчен токмак чопса тохрĕ. Сред. Юм. Тыр вырма тохаччин виç-тват кон малтан, пĕрер кĕлте кайса вырса, тыр пуçласа хораççĕ. Якейк. Тырă ана тăрăх ӳкнĕ полсан, аная тăрăхла выраççĕ, ана орлă ӳкнĕ полсан, каçалăхла. Каçалăхла вырнă чох аная пĕр пуçĕнчен виç чалăш, тват-пилĕк, олтă-çич чалăш илеççĕ те, пĕр сăтăркă вырса тохаççĕ-каçаççĕ. Ана пуçĕнче выраканне хӳрере выракан теççĕ, чăн малтине ана пуç тытакан теççĕ. Каçалăх вырса тохсан, каçалăх пуç тытакан каллях ыттисем валли вырăн хăварать те, вырма пуçлать. || Хлеб — зерно. N. Тыр хаксене (тырă хакĕсене) çырăр, тыр сутнисене çырăр. ПВЧ 130. Тыр акнă контă. Шарбаш. Ĕлĕк чăвашсем тыр акма та, кун ячĕсене те пĕлмен, тутарсем те вĕсем çинчен пĕлмен. Пурнасса кайăксем тытса çиса анчах пурăннă. Тутарсем патĕнче пулнă чух вăсем тыр акма, тутар чĕлхине вĕреннĕ. Унтан вара чăвашсем тутарсемпе хутăшма пуçланă. Вăсем унта тыр вурма кайнă. Вăрлăх туянсан, акнă. Сред. Юм. Тыр пит тĕшĕллĕ (очень зернист). Ib. Авăн çапнă чôхне тепĕр сарăм çапаччин итем варĕнчи тырра пĕр çĕре пĕрсе пыраççĕ.

тырă

(тыры̆), хлеб в поле. N. Çĕр ĕçлесе тырă тума. Виçĕ пус. ЗЗ. Ун пек курăксем начарланнă çĕре çĕнетсе тырă аван пулакан тăваççĕ. N. Тырă сахал акаççĕ вăл енче. Тырăран (в отношении хлеба) аптăрасах каймаççĕ. Орау. Тырсам вырса пĕтерсен (после жнитва). Юрк. Тырăçем кăтăрса (отлично) пулнăччĕ. Тăв. 46. Вĕсен тыррисем те çук. N. Тырă татса пулмас. Не всегда бывает хороший урожай. N. Хăш чухне тырă татса пулмас. Якейк. Ĕлĕк тырă вырса Хорашаш праçнĕк (8 сентября) иртсен тин пĕтернĕ. Пĕр арăм Хорашаш праçнĕкĕнче çапла йорланă: „Виç ана тырра вырмашкăн, ача-пăчая хăвартăм, хамăр ĕçкĕре çӳретпĕр“. Он чохне çу та, кĕр те пит йĕпе полнă. Çăмăр нумай çунипа вырнă тырăсене кĕрконне шăн çинче торттарнă. Çораки тума Якори тĕлĕнче (2З апреля по ст. ст.) тохнă, çĕртме тума Петровски (29-го июня ст. ст.) тĕлĕнче тохнă, ыраш аки çине первайхи спас иртсен тохнă. Сборн. по мед. Ачалă арăмсем, мĕскĕнсем, тырă çинче (во время страды) ачисемпе нумай асап курса пĕтетчĕç. N. Тырă сутма иртет-и, иртмест-и? N. Петĕр тырă пĕтсен (по окончании страды) кайрĕ. N. Тырăсам лайăх пулчĕç. N. Тата тырă хамăрăн çĕнĕ тыр(р)а çитри çиме? Хватило ли у нас до нового хлеба? N. Тырă вырма пĕр тенкĕ полчĕ (жиитво стоило 1 рубль). N. Тырăсем мĕн хакра çӳреççĕ? Каковы цены на хлеб? N. Тырă акнă йолашки З8 пăт тохрĕ. После сева осталось З8 пулов. Изамб. Т. Тырă пĕрчилĕ улăм. Ib. Эпĕ хăранипе тырă тăрăх тартăм (убежал по хлебу, по загону). Ib. Тырă пит лайăх пулнă, тет. Ыраш пуссинче лашан пĕкки курăнми ыраш вăйлă пулнă, тет. Альш. Этемре Пукрава укçа нумай ĕнтĕ: тырă сутти укçи, хăяр сутти укçи. N. Çак ялсен кăçал тырă пĕрттех те çук (прямо совсем нет). N. Тырă патне çитрĕмĕр. Ере эрнерен кайса похах троппор (= пăхах тăратпăр). Чхĕйп. Каçхи сылăм ӳкмесен, тырă тĕшши выçă пулат. Юрк. „Тырă вырнă вăхăтра пулат: ывçă, кĕлте, тĕм, карта, çĕмел, сурат, майра-пуçĕ, йăран, ана, ака варри, утрат, пăрусна, ана палли, хăмăл“. || Хлебное зерно, жито. Вишн. 75. Тырра йĕпетсе ăшă çĕре хураççĕ те, вĕсене шӳтерсе шăттараççĕ; вара çавăнтан салат тăваççĕ. N. Ака тырри исе акаймарăм. Не сумел посеять яровых хлебов. N. Тырă акма кайнă чух, çул çинче тырă пĕрчĕкĕ выртнине курсан, тырă аван пулать, теççĕ. Ib. Çула, уя тырă кăлармасăр, кил-хушши е урам шăлсан, теллей пулмаст, тырă пулмаст, тетчĕç. Ib. Уя тырă кăларнă чух çул çинче ырă мар çынна е кушака, йăтта курсан, телей мар, теççĕ (тĕшмĕш). N. Тырринчен улăмĕ хаклă. (Загадка: соты и мед). ЧС. Çынсем çуннă тырăсене пуçтарса сăвăраççĕ. Регули 108. Эп онтан ут илтĕм, тырăпа çӳресшĕн (чтобы возить хлеб). || Полевые работы (хлебопашество). Альш. Тырра вĕсем ялĕ-ялĕпе пĕрле ĕçленĕ.

тыт

(тыт), держать; брать в руки. Якейк. Порçăн тоттăр йăмăкăм, пуçа çыхса каям-ши, алла тытса каям-ши? Регули 101. Вăл тытса тăчĕ вăлсене ӳкесрен (вăл тытса тăчĕ: ан ӳктер, тесе). Он держал их, чтобы они не упали. N. Онта çулла хорлăхан çырли питĕ нумай полать. Çавна вĕремсĕр татса çисан, алли ним те тытими полать, тенĕ. Ст. Шаймурз. † Пилĕке тытса ташлама çут пиçиххи пусанччĕ! Шурăм-п. Йăван салтак пăтине сулахай аллипе хуран (тамăка хурантан тунă) çумне тытса сылтăм аллинчи мулатакĕпе вăй çитнĕ таран çапрĕ. Ала 93. Ашшĕ утса пырса çӳçĕнчен ярса тытнă та, çӳлелле йăтса тăратнă; хуллен, сак çине çӳçĕнчен тытнипех, уттарса кайса лартнă. N. Вăл ăна (вăрра) аллинчен çатăртаттарса тытнă та, çавăтса пырать. Кан. Татăка аллийĕнчех тытса выртнă. N. Вăкăра пĕри мăйракаран (за рога) пăявпа тытса тăрать. || Поймать, ловить. N. Сат хуçи ман юлташсене пурне те тыта-тыта ватнă. Юрк. Çавăнтан вара ку пуçлăх тытăнат кăсене эрехпе тытма: монахсем шыв ăсма кайсан, калле килелле килнине кĕтсе тăра пуçлат. Баран. 119. Вăрманта темиçе тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк пурăнать. Çынсем вĕсене тыта тăраççĕ. Альш. Мана Петĕр тытса ирĕксĕрлерĕ (изнасиловал). Регули 665. Эп тытнă полла исе карĕç. Ib. 440. Çӳресен, кайăкне тытинччĕ. Ib. 441. Кайăкне тытинччĕ; кайăкне полсан тата ярăтăмччĕ. Ib. 437. Эп тытăпин, мĕн тăвас санăн. Ib. Вăл кайсан кайăкне тытсанччĕ. Ib. З28. Вăл ялан онта тытакан. Ib. З27. Вăл онта пол тытакан. Ib. 237. Вăл она тытни лайăхчĕ. Ib. 230. Пол тытса килет. Пол тытса килчĕ. Ст. Шаймурз. † Курайман та çынсем питĕ нумай, тытсах çыхаймĕç-ха хĕрпеле. Ала 60. † Картишĕнче, аттеçĕм, сакăр сар ут, пĕрне ан тыт, атте те, пурне те тыт. ТХКА 49. Ытла тĕттĕм те, çапах кайса тытмалла пуль лашасене, терĕ атте. Ib. Атьăр, эппин, каяр. Шыраса тупар, тытса килес лашасене. Ib. 86. Шураç ачисем кĕтӳрен лашасем пыра-пыра тытаççĕ. || Хватать. Изамб. Т. Ачасем алăран алла тытнисем юпа пулнисен алли витĕр тухаççĕ. Тораево. Вĕсем кайран парнине пурте пырса тытнă. Альш. Авал салтака тытса (силою) панă. Ст. Чек. Аллăма ярса тытмарăм (не сделал, не было желанья, праздно?). Ib. Мана, тарçа тытнă пек: навуса тăк-ха, тет. Аллăма ярса тытмарăм. Орау. Темскер хăямач çине ларнă та, пырать... Теме те тытса кӳлĕç, тăрсан-тăрсан! Регули 700. Тытмала маррине кăтартрăм. Ib. Тытакан мар çынне кăтартрăм. || Переносно — держать (в руках). ЧП. Эпир илес хĕрсене ашшĕ-амăшĕ хытă тыттăр. || Удерживать. Кан. Сулăнса кайса ӳкме тăрсан, ăна тепĕр хăнана пынă çын ӳкесрен тытнă та... || Удержать (деньги). N. Çĕмĕрнĕ алтăршăн çитмĕл пус (20 к.) тытса юлтăм (или: тытрăм, или: катса юлтăм). Кан. Учрежденин кооператива памалли парăма тытса юлмала. || Производить расход, тратить деньги. Урож. год. Халех пин тенкĕ тытать. || Держать (в чем, что). Янтик. Урана ăшăра тытас пулать. О сохр. здор. Тир тумтир çынна пит ăшă тытать. Регули 691. Тытмалли утне кăтартрăм. || Держаться (за кого, за что), хвататься (за что). Орау. Ан юл, тыт ман аркăран. Кан. Йăвăç татăкĕнчен тытса, хумсем тăрăх 24 сехет хушши çӳрерĕм (плавала). Яндобы. Иван тус, хам çине утланса лар, хытă тыт, тесе калать, тет, кашкăрри. ТХКА 50. Атте малтан пырать, Пуртăсем пирĕн сылтăм алра. Сулахай алпа аттене эпĕ сăхман аркинчен тытса пыратăп. Шăллăм та мана çапла тытнă. N. Эсĕ манран (за меня) тыт (держись), эпĕ унтан тытăп. N. Эсĕ мĕшĕн сăмсăна тытса тăран? Юн каять. N. Килти шухăша тытсан, пĕтерес укçуна та пĕтерес килес çук. N. Манран тытатни? Камран тытан? За меня будешь держаться? За кого будешь держаться? (в собств. см.). N. Тытмаллине тытса пар малтанах. || Застигать, заставать на месте преступления. N. Вăрăпа тытнă. N. Çĕнĕ кутăрта кама эрехпе тытнă? Орау. Хĕрӳ çумăнче тыттăрним мана? Арăмупа тыттăрним мана? Ib. Эсĕ апла калама хĕрпе тыттăрним (= тытрăн-им) мана?... Ib. Эп сана, куçу шăтса юхтăр, парам ак, тытсан. Я тебе дам: пусть лопнут глаза, если поймаю. Регули 725. Эп онта кайсан, мана тытĕç. || Держать (экзамен). Курм. Ваçли! Кай Хусана иксамĕн (-н’) тытма. Ib. Е иксамĕн тытимасан (= тытаймасан), мĕн питпе киле каяс? || Городить. Кан. Шкул пахча картине 42 чалăш çĕтрен тытмалла. Юрк. Хапхипе хӳмисене те тытса çаврăнат (загораживает). N. Якур ав чее, вăл хай пайне карта тытса хучĕ. Чим-халĕ, акă эпĕ те тепĕр çул хам пая тытса хурам, теççĕ хăшĕ. Собр. † Çак ялăн укăлчине тытайăттăм шур хĕлĕхпе, уçăшăн мар, илемшĕн. Изамб. Т. Капан йĕри-тавра вĕрлĕк тытнă. Альш. Елшелĕн ун пек халăхран ыйтмасăр пыра-пыра тытнă пахчасем ăçта пăхнă унтах пур. Ib. Хăяр пахчисем нумайĕшĕ çереме туха-туха тытаççĕ те, çавăнта пахчи-пахчипе акса сыхлаççĕ. || Поражать болезнью (о покойниках). Им приносят жертву, состоящую в бросании кусков калача, меда и пр., напр., при возвращении с базара. При этом говорят: „умăнта пултăр!“ То же свойство приписывается и другим предметам. Ст. Чек. и др. Юрк. Вилнĕ çынна çимĕç таврашĕ е ĕçкĕ таврашĕ хывмасан, çав вилнĕ çын тытат пулат. НТЧ. Киремете пуççапаканнисем пĕри чирлесенех: ах! анчах кăçти киремет тытрĕ-ши куна? юмăçа кайса пăхасчĕ, теççĕ. N. Час-часах вилнĕ çын ялти çынсене кама та пулин тытса чирлеттерет. Ала 2. Апла пулсан та вилĕ тытать, вăл тытминччĕ (хорошо, если бы...), теççĕ. Магн. М. 104. Вилнĕ çын тытни. НЭ 118. Мунча вучĕ тытнă. Болезнь причинил банный огонь. Ст. Яха-к. Çук çав, кирик хăш çын та киремет тытмасăр чирлемеçт; тăвассине ăна çинченех тытса туса пăрахас пулат, юмăç мĕн тума хушнине, тесе калаççĕ вара хăйсем. Коракыш. Ати-апай, ан тытах! Çырлах! Килсе, икерчĕ, сăра çийăр-ĕçĕр. (Ваттисене хывнă чухне калаççĕ). Шинар-п. Халĕ те хăш-хăш çын е ӳслĕкпе пулсан: çав çăл тытрĕ, тесе, çăкăр татăксем кайса пăрахаççĕ, вара вĕсен ӳслĕк чарăнать пулать. Могонин. Киремет çывхăнчен пĕр йăвăç кассан, киремет çиленсе çынна тытать те, çимали-ĕçмели парсан, çураçать, теççĕ. || Покрывать (об инее). Çутт. 77. Хĕлле вара вăл шăтăксене шап-шур пас тытса лартать. || Воспитывать, ростить. N. † Ай, инкеçĕм, Алти инке! Эсĕ тытнă ывăл-хĕре эпĕ те тытса пăхам-и? (Хĕр йĕрри). N. Ăна лайăх тыт. || Воспринимать (ребенка, о повитухе, о восприемниках). ГТТ. Эпĕ унăн ачисене тытнă. Я крестный его детям. Якейк. † Ах, кортăм, хĕр кортăм, тăла варрипа тытнăскер,— ĕмĕр иртнĕн туйăнчĕ. N. Çак хăвăр тытнă ачана хăвăрăн тăван ачăра юратнă пек юратăр. || Приниматься (за дело). Ир. Сывл. З4. Тытаччен çех ĕç йывăр. Альш. Алă ĕçĕ тытат: пĕрне кĕпе çĕлет, пĕрне йĕм çĕлет; пĕринне саплат, тепринне аслатат. Якейк. † Инки сакки — шор сакки, шор шопăрсăр тытмарăм, итту инкия йоримарăм (даже, чтобы лавку мыть, надевала „шопăр“). || Пользоваться, употреблять. Нижар. † Хусан витри — шур витре, эп тытмассăн, кам тытĕ? Çав ял ачи — сар ача, эп каймассăн, кам кайтăр? N. Ку чашкăпа чĕресе вара урăх çĕре тытмаççĕ. Вĕсене ăрасна çĕрте тытаççĕ. || Задержать. Пазух. Ах хăтаçăм, хуçаçăм, виçĕ тавлăк тытакан, çичĕ тавлăк вăл тытрĕ. Истор. Эсĕ пирĕн патăртан кай ĕнтĕ, сана тек (больше) тытмастпăр, тенĕ. N. Шап çурта пек пĕвĕме ӳстертĕм, тем атте-анне тытас пек. N. Эсĕ манăн мĕн çамрăкранпах тытакан ĕмĕтĕм. || Содержать. СТИК. Кил-çурта тирпелесе, тирпей тытса тăракан хĕрарăм мар; ял тăрăх, кӳршĕ-арша яньккат. Ib. Тирпей тытса тăрас, быть распорядительным в доме по чистке и уборке. || Точить. Альш. Тимĕрçĕ пуртă, çĕçĕ тытнăшăн (= хăйранăшăн), кĕтӳçĕ „сăвапшăн“ (= ахальтен). КС. Тимĕрç лаççине кайса, пурт тытас-ха (наточить на вертящемся точиле). || Застрелить. N. Тепĕр çул кайăкçă çак мулкача тытнă (застрелил). || Прикладывать, приставлять. О сохр. здор. Сивĕ шывпа йĕпетнĕ туттăра тытсан та, вăл (укус ужа), тӳрленет. Ала 91. Икĕ аллине тути патне тытатьчĕ те, пуçне кăшт çĕрелле чнксе пĕр шарламасăр, пĕр хусканмасăр ларатьчĕ. N. Пӳрнине сăмси çумне тытнă. || Ст. Шаймурз. Çын панче кăвакал çисен, хурăвăн çуначĕнчен тытсах хур. (Послов.). || Загнать чужую скотину (напр., застав ее на озимях). Орау. См. вĕчче. || Направлять. N. Хăв ăсна хăв тыт, ман пек ан пул. || Насытить. О сохр. здор. Хăш-хăш хĕрарăмсем, яшка тутлă, тутă тытакан пултăр тесе, аша юри вăрах вĕретеççĕ. Виçĕ пус. 4. Тырă пĕрчипе хăярăн тути пĕр пек маррине, тата вĕсем пĕр пек тутă тытмаççĕ иккенне пурте пĕлеççĕ. || Кан. Инке çатма аврипе хăмсарнине хирĕç тытать. || Класть. Синерь. Марья хăранипе аллине пуç çине тытнă чух çав хĕçе тиврĕ, тет те, пурни татăлса кăрават айне кĕрсе карĕ, тет. || Обходиться, обращаться. Тайба-Т. † Йыснаçăмах çавă пур, тыта пĕлсен — ĕмĕрлĕх, тыта пĕлмесен — виç кунлăх. Ib. Илсе тытса пăхтăр-ха. Стюх. † Йыснаçăмах Иван! Тыта пĕлсен — ĕмĕрлĕх, тыта пĕлмесен — виç куна. || Брать в руки, употреблять (напр. книгу), заниматься. Юрк. Çырăва (чтение и письмо) тытас тесен те, пушă марччĕ, ялан ĕçпеле пулаттăм. В. Олг. Алă ĕç тытман эп нимĕскер те. Я не занимаюсь рукодельем. ТХКА 75. Йыснапа улмаш хам та суха-пуçĕ тытрăм. Халиччен суха-пуçĕ тытманччĕ эпĕ.— Вунулт çула çит-ха, вара сана суха-пуçĕ тыттаратăп, тетчĕ атте. Изамб. Т. Вуниккĕре чухнех суха-пуç тытнă. Вунтăваттăра авлантарнă. N. Парнисене пăхаççĕ, тет, пирри-аврисене пăхаççĕ, тет, пурте тĕлĕнеççĕ, тет, хĕрсен пирри авринчен, тытни-тунинчен N. Санюк кĕнекине питех тытмас (не очень-то берет в руки). Орау. Ман кĕнекене кам тытнă? Кто брал мою книгу? (напр., если на ней остались следы). В. С. Разум. КЧП. Ку япала алла тытмалла марскер пулнă. Этого предмета, оказывается, не следовало брать в руки. N. Тытса пĕр. || Браться. Никит. Тепĕр пынă çĕре тухатмăш карчăк каллах ал ĕçĕ тытса ларать. N. Тытнă ĕçе тăвас килмест. Торп-к. † Çакă ялăн ачисем ир тăраç те, чĕлĕм тытаç, çавăнпа хĕрсем юратмаç. Ала 92°. Вăсен кĕписене никам та тытса çăвакан пулман, вăл хăех пĕр вунпилĕк çула çитеччен пичĕшийĕн кĕпине, тата хăйĕн кĕпине никама та çутарман. СТИК. Вăл тытнă-тунă-пăрахнă. || Править, управлять. N. † Чул-хулана тытмашкăн, мĕн авалтан пухнă мул кирлĕ. N. Вăл икĕ лапка тытнă. N. Семен ватăла пуçласан, хăш чухне ывăлĕ Иван (сын его Иван) ашшĕ лапкине те тытнă. N. Тыт (ашшĕ-амăш çуртне). || Хранить, беречь. N. Укçана лайăх тыт. N. Çын çинчен сăмах ан вылят, ху ăшунта тыт. || Тратить, расходовать. N. 15 тенкине çурта тыт (на дом? на хозяйство?). || Издерживать. N. Если панă пулсан (пособие), пӳртрех тытăп. || Поддерживать. Орау. Илем тытса, тĕс кӳртсе, хитрелетсе мухтанать. || Править (напр., лошадью). Янорс. Атте мана: тыт лашуна, манран ан юл, терĕ. Ст. Чек. Ялан амăш хыççăн кăна çӳренĕ, лаша тытса курман-ха. СТИК. Лашăна тыт, держи лошадь в сторону. Сред. Юм. Юрк. † Атăл урлă эпĕ каçрăм сулăпа, суллăн пуçне тытрăм хулăпа. || Держать путь. Собр. Анчах лаша тӳрĕ тытса пырать-пырать те, çавăрнкаласа пăхать, вăл: пирĕн хуçа лайăх ларса пырать-ши, тесе, пăхать. || Иметь в наличии (о деньгах). N. Ĕмĕрте окçа тытса корманнисем халĕ виççĕр тенкĕрен кая тытмаççĕ. N. Халех перекетре пин тенкĕ тытать. Регули 647. Он пак окçа номай тытакан лайăх порнма полтарать. || Уличать? N. Эпĕ вăсене пĕрерĕн тытап. N. Аппаратне (самог. аппарат) мĕншĕн тытмастăр? || Подавать (руку). Сĕт-к. Пĕчĕкиççĕ кинĕм пор, килен-каян ал тытат. (Алăк хăлăп). || Нанимать. Изамб. Т. Ул çул кĕлтене тытса кӳртертĕм. Конст. чăв. Кукка тинĕс хĕр(р)инчех пароход çине çитечченех кимĕ тытрĕ. К.-Кушки. Эпĕ вунтăватта тытрăм. Я нанял за 14 р. Чăвашсем 27. Вара çынна (умершего) çума тытăнаççĕ, ăна хăшĕ хăй çемйипех çăват, хăшĕ тытса çутараççĕ. Чăв. й. пур. 26. Сухине тытса сухалаттарать. N. Укçа парса тытма сан укçа çитмĕ. Орау. Пĕр-ик-виç ача тытсан, туххăмах леçсе парĕç (отнесут). || Принимать (в картах). Сред. Юм. || Пришивать, нашивать, оторачивать. Сред. Юм. Кĕпе аркине шараç тытрăм. К подолу рубашки я пришила тесьму. В. Олг. Сăхмана пир тытас (положить подкладку). Собр. † Хранцус кĕпене кам юратмĕ, аркисене лайăх тытсассăн. Н. Тим. † Шур тăваткăл кĕççе кĕтессине пурçăнпала тытса çавăрнă. Ходите во свете. Нихăш халăх тытман йӳнĕ тĕрĕсем. Альш. † Сирĕн çире камсулсем пит килĕшет, те аркине тикĕс те тытнăран. N. Çухана вара темĕн-темĕн, тутар хĕрĕсеннĕ пек, хутлă-хутлă тытса пĕтернĕ: унта хĕрлĕ, кăвак, сарă, симĕс. Аркине каллах ик-виç хутлă тутарла илемлетсе тытнă. Н. Якушк. † Хăранцуски кĕпи сирĕн пулĕ, тытас арки çанни пирĕн пулĕ. ЧП. Аркине пархат тытнă. ЧП. Эпир йĕтĕн кĕпи тăхăнас çук, хул айне хăмачă тытас çук, аркине харанцуски тытас çук. || Бить (о лихорадке). N. Ах, ачана сив чир тытать, эрĕм шывĕ ĕçтерес. [Шу тытнă ăна, ахаль полас çок. Хора тăван киремеч тытнă полĕ]. || Вести (войну). N. Тата ăна вăрçă тытма, вĕсене çĕнтерме панăччĕ. || Рвать. Б. Хирлепы. † Пирĕн патра юманлăх, тăрăнчен йĕкел тататпăр, кутĕнчен тукăн аватпăр. || В чувашизмах. N. Хăна ху çӳле ан тыт (не зазнавайся). Досаево. Тепĕр кĕркунне вĕренме каяс тесе, эпĕ те шут тытрăм (надумал?). N. Паянхи кун çиме пулмасан, епле вара пĕтĕм çулталăкшăн терт тытăп? N. Хан, çавна илтсен, Александр çине тытса çурас пек çиленсе çитнĕ (обозлился как зверь; был готов его разорвать). N. Мĕн тытас-тăвас пулсан та (при всяком предприятии), ху ĕçлессӳ çинчен аса ил. N. Ах, мĕн тăвас, мĕн тытас! Янтик. † Турта тулли турă утна епле тытса кӳлĕн-ши.

тытăн

(тыды̆н), держаться. N. Эсĕ манран тытăн (держись за меня). || Ловиться. Регули 723. Пол тытăнмаçть. || Попасться. Регули 726. Эп онта тытăнсан, эсĕр мана çăлса кăларас çок. Собр. Вăрăпа пĕрле тытăнсан, хăтăлăп тесе ан ĕмĕтлен, теççĕ. (Послов.). N. Пĕччен вăрланă вăр часах тытăнмаç. || Быть арестованным, схваченным. N. † Катари хулара тытăнтăм, вуникĕ çĕр укçала хăтăлтăм. || Задерживаться. Тытăнса тăтăрччĕ çав вырăнтах. N. Темиçе рас та вăрнас çĕртен тытăнса юлтăм ĕçпе. N. Эс тытăнса тăрсан, пушта ĕлкĕрейместĕн. Если задержишься, то опоздаешь на почту. N. Тытăнса ан тăр. Не медли. || Запинаться (при чтении или разговоре). N. Пĕр тытăнмасăр тĕрĕс вулама, вуланине тĕрĕс каласа кăтартма вĕрентнĕ. || Собраться. N. Киле кайма тытăнчĕ. Собрался домой. N. Эпĕ, эсĕ Хусана тухса каяччен, пĕр кун малтан сан патна пыма тытăнтăм, йăлт хатĕрлентĕм. Альш. Унтан ашшĕ пуçне касма тытăнат, çапах памас. N. Мана вырăнтан кăларма тытăнчĕç (хотели). Изамб. Т. Вут илме тытăнсан, укçи те çук, вутти те пит хаклă. N. Кĕркунне ачасене вĕренме кайма çырнă вăхăтра, эпĕ те кайма тытăнтăм. N. Вăл вуттине тиянă та, килне таврăнма тытăннă. N. Унтан вара эпир киле тавăрăнма тытăнтăмăр. Орау. Пĕрре пирĕн аттесем Шăмата пасара кайма тытăннă. Чăв. й. пур. 20. Вăлсем пĕлнĕ вăл епле çын иккеннине, ăна вара вĕлермех тытăннă. || Вздумать, задумать. Юрк. Килте ĕçлекен çынсем сахаллана пуçласан, тытăнаççĕ кĕçĕн ывăлне, Хĕветкине... авлантарма. || Пробовать, пытаться. Янтик. Вăйĕ сахал çав унăн. Ура çине тăраймас вăл, паян та темиçе хут тытăнчĕ ура çине тăма, анчах çавăнтах персе анатьчĕ вăй çук пирки. || Решаться на..., браться за... Юрк. Чипер пуян çынсенĕн хĕр-ачисене вăрлама тытăнаççĕ. || Приниматься (за дело и т. п.). Н. Шинкусы. Юмăçĕ каларĕ: вăл тавраша пĕлессе пĕлетĕп те эпĕ, анчах манăн халĕ унпалан тытăнса тăрасах килмест, терĕ (т. е. не хочет „пăсташ тасатма“). || Начинать. N. Паянтан тин ĕçлеме тытăнтăм. Ала . Вĕсем патне каçхане кайса ларсан, е хăйсем школа пырсан, вĕсене вĕрентме пуçлатăп. Вĕсем лайăхах тутарла калаçма тытăнаççĕ. Ib. 54. Яла çитсе кĕрсен (когда мы въехали), эпĕ анса кайма тытăнтăм (с телеги). N. Савăт ĕçлеме тытăнчĕ. Изамб. Т. Кĕлте кӳме тытăнни-ха эсир? Юрк. Тытăнаççĕ калаçма. Ib. Виç-тăват кунтан хайхи вилме те тытăнат. Орау. Акă сана калăплă çăпатапа ăшалантарма тытăнсан, ачана çаптарăп! — Ма çыртать тата?.., Ст. Чек. Шăлаварĕ, пĕр çĕтĕлме тытăнин, лăй-лай каят вара. || Начинаться, возникать, oriri? Колыб. п. 6. Çак çĕршыв тытăнса ларнă вăхăтранпала çакăн пек усал ылханлă тавлашу (война) пулман. || Пуститься в рост. Сĕт-к. Хăяр тытăна пуçларĕ. В. Олг. Тытăннă хăяр, пупленок. N. Нӳрлĕ çĕрте хурлăхан та часрах тытăнать. || Собираться наверху (о сметане на молоке). В. Олг. || Закрепиться. Тогач. Малтан кайса пăхсан, шăммисем пĕр-пĕринчен кăть тытăннă. Иккĕмĕш хут кайса пăхсан, пĕтĕмпех тытăнса ларнă, тит. Виççĕмĕш хут кайса пăхсан, пĕр пĕчĕк кайăк пăрт! турĕ, тит те, вĕçсе тухса карĕ, тит. || Появляться. Актай. Пас тытăнни. || Быть в употреблении. Кубово. † Çĕнĕрен илнĕ чĕн йĕвен, пар пичее, тытăнтăр. || Заикаться. Пшкрт. Тытăнса солят. Заикается. || Крепиться, держаться. Толст. Вăл (он) пĕтесшĕн мар пулса, пĕтĕм вăйĕпе тытăнса ларать. || Быть перехвачену (о голосе). К.-Кушки. Ман сасă тытăнчĕ. Пыр халь те тӳрленеймен-ха. Я охрип. Горло все еще не поправилось. N. Ĕслĕкпе (от кашля) сас тытăнса ларчĕ. СТИК. Шăнсан (если простудишься), сасă тытăнат, ӳслĕке ерет çын (у него появляется кашель). Сборн. по мед. Йĕре-йĕре сассисем тытăнаççĕ (у младенцев).

тытăнкала

учащ. ф. от тытăн. N. Çапла ĕнтĕ хăш чух вĕсем ĕçме тытăнкалаççĕ. Таким образом они иногда начинают пьянствовать. || Конфузиться. N. Вăтанса, хирĕç сăмах каланă чух, тытăнкаласа тăрать (не смеет ответить). N. Ют çын умĕнче тытăнкаласа калаçать.

тытăç

(тыды̆с’), схватываться, сцепляться, взяться. Орау. Тытăçса вăрçас пек ятлаçрăмăр. Разругались до того, что чуть не подрались. Байдеряк. Пурте пуçтарăнса çитсен, каяççĕ хире, çерем çине, алла-аллăн тытăçса (взявшись за руки), юрласа. || Схватываться, т. е. вступать в драку. N. Кам-та-пулин çуха-пуçĕпе пĕр касă ытлашши çуртарса тухсан, е ана йăранĕ тепĕрин енне ленксен, вĕсем вара ура çăпатипе виçе-виçе вăрçса тытăçса каяççĕ (схватываются и чачинают драться друг с другом).

тытса ил

отнять. Никит. Вĕсем темĕскер пĕр çын аллинчен çарана тытса илесси çинчен юмахланă. N. Маяк касма карăм та, пĕчик пуртăна тытса илчĕç, кукăр кутне кукăртрĕç. Эльбарус. Пире хуса çитетчĕ те, портăсене тытса илетчĕ. || Завоевать. N. Хусан патшалăхне тытса илсессĕн (после завоевания К. ). Никит. Хусана тытсилме (= тытса илме) кайнă чухне. || Подхватить (речь). Çĕнтерчĕ 12. Праççи сăмахне тытса илсе...

тиверт

понуд. ф. от тиверкеле; касаться (чем). N. Каçхине сивĕ те, пите-куçа шыв та тивертес килмес. N. Алă тивертме. ЧП. Пĕрехçех те эп тивертрĕм сенĕкпе (ударил жену вилами), мĕнле турри турĕ, ай, чун тĕлне. N. Хăранипе ачасем урисене çĕре тивертмесĕр чупнă (бежали во весь дух, не чуя под собою земли). || Попадать (чем). N. Вăл пăшал пит лайăх тивертет. N. Мана тивертмерĕç. В меня не попади. ЧП. Укалчаран тухрăм, ухă ывăтрăм, сăсар йăвăçне тивертрĕм. Мусир. † Пирĕн gичче Кирилле, çитмĕл çĕре хыпар янă, çитмĕл вĕретĕм сăра тунă: çитмĕл курка тыттарас, тет, çитмĕл курка çитмесен, çавра куркапа çаврас, тет. Çавра куркапа çавăрăнмасан, тимĕр куркапа тивертес, тет. || Ударить кнутом. Г. А. Отрыв. Лашаллисем, урапаллисем анса пушăпа виççĕ тивертнĕ, е урапа тенелпе çаклатса иртсе кайнă, çуранлисем виççĕ ура пуçĕпе тапса кайнă. || Задевать. N. Хăйне те хĕçпе тивертнĕ. N. Ӳте япала тивертсен... Орбаш. † Ан тĕкĕн, Тимохха, тивмен çĕртен тивертĕп. (Коршанкă). || Попадать (о пуле и пр.). Юрк. Салтакĕсем ăна курсан: çар пуçлăхне ахăр лешсем тивертрĕç пулĕ, тесе, хăраса ун патне чупса пырса пăхаççĕ. || Вздуть, бить. СТИК. Эс пит иртĕнсе карăн ĕнтĕ, сана тивертмен-ха! Ты уж очень зазнался, тебе еще не попадало на калачи (тебя еще не колотили). Орау. Ачуна лайăх тивертрĕç (побили). || Futuere. N. Лайăх тивертет (de homine d. bene vasato). N. Вăл хĕре тивертнĕ пулĕ эсĕ, ахаль каламастăн пуль. Другое значение этой фразы: хорошо бьет кнутом. || Поразить (чем). N. Иçĕм-çырли йывăççийĕсене пăр çаптарнă, смоква йывăççийĕсене тăм (морозом) тивертнĕ. || Сделать так, чтобы досталось. Сред. Юм. Мĕн çитменнине çитертĕр, тивменнине тиверттĕр, çырлахтăр, аша каçартăр. (Чӳк туса пĕтерсен, ĕлĕк çапла каласа кĕл-тунă, тет). || Зажигать, поджигать, вздувать (огонь). Иногда соединяется сл. „вут’’. Альш. Вĕсем иккен кăмакине тивертсе, улăм чиксе хăварнă (затопили печь; указ. начало действия). БАБ. Йăвăç кăмпине вут тивертрĕ (зажгла), тет те, ман тавра темĕскер кĕлли (какую-то молитву) вуласа çаврăнма тытăнчĕ, тет. N. Эпĕ хăйă тивертсе илтĕм те, тытăнтăм хам тăшмансене ăшалантарма (жечь клопов). N. Хывнине çав вут хĕррине тăкаççĕ; вутне тивертес умĕн, пумилккене пуснă выльăхăн урисене, пуçĕсене çавăлте пăрахса хăвараççĕ. ЧС. Чĕлĕм тивертсен (закуривши) кайран, шăрпăк кутне улăм çине пăрахса хăварнă. КС. Тивертсе илтĕм. Прикурил (у курящего; та же фраза может иметь и др. значение, соответственно различию в значениях основного глагола).

тивĕçсĕр

незаслуженный (-но), недостойный (-но). N. Пĕр тивĕçсĕр çĕртен сăмах илтсе пурăнтăн. N. Сире чунтан юратакан, хисеплекен, сирĕн тивĕçсĕр çыннăвăр Якку. (Конец письма). N. Вĕсем Раççейри пĕтĕм хура-халăха улпут аллине валеçсе парса тивĕçсĕре кăларнă (привели в недостойное положение). N. Ман тивĕçсĕр кĕллĕмрен (ыйтнинчен) йĕрĕнмерĕн. Шишкин. Волакансем ан тиркĕр: тивĕçсĕр йорсем çырнă, тесе, кăçал йор те темле тивĕçсĕр çурĕ. N. Хĕре тивĕçсĕр (незаслуженно) хурлантарнăшăн тусĕсене хытă ятланă вăл. || Неуместно. Сред. Юм. Темме пит тивĕçсĕр сăмахлан çак эс (неуместно). || Чересчур. Харченко 49. Йĕтĕн тăпрана питĕ начарлатса, ывăнтарса хăварать. Мĕншĕн тесен вăл тăпрари сĕткенсене тивĕçсĕр нумай пĕтерет. Ib. 1З. Çапла, тивĕçсĕр васкаса ĕçленипе вĕсен сывлăхĕсем те тикĕс ĕçлесе пынă чухнехинчен ытларах пĕтеççĕ.

тивлет

(тивл’эт’, т’ивл’эт’), благодать, милость, счастье, удача, успех. Разг. С. Мих. 36. Ака-соха тивлечĕпе кона ĕçеттgĕр-çиятпăр. Менча Ч. Иксĕлмес тивлетне парăсăнччĕ, тет. (Моленье). ЧП. Атте-анне çинче пурăннă чух тивлетреччĕ пирĕн çамрăк пуç. Т. VI, З. Çак эсĕ панă тивлете асăнатăп. Ӳлĕмрен те тырра тăррине чакан пек пар, тĕпне хăмăш пек пар... Иксĕлми тивлетне пар. Неизв. авт. ХVIII ст. Иксĕлми тивлетне патăр. Ака соха тивлечĕпе ĕçетпĕр-çиятпăр, поплетпĕр-калаçатпăр. Микушк. † Эпир пуснă вырăна, тивлет пусса тухтăр-и. N. Ырă тăванăм (ятне), çавăн тивлечĕпе çӳретпĕр. Емельк. † Ах аттеçĕм, тетĕп, ах аннеçĕм! Сирĕн тивлетĕрпе çӳретпĕр. N. † Аттепе анне тивлечĕ, çта пырсан та ырлăх пулинччĕ. Пис. † Ах пиччеçĕм, тетĕп, инкеçĕм! Сирĕн тивлетпе çӳретпĕр. Бугульм. † Ах пиччеçĕм, инкеçĕм, хĕр тивлетшĕн çуретпĕр. Стюх. † Нумай пĕтĕ, сахал çитĕ, çак пĕрле тăнине мĕн çитĕ? Атте лайăх, анне лайăх, вĕсен тивлечĕсем пит аван. Сред. Юм. Атте-анне тивлечĕпе çӳретпĕр. N. Вĕсем шыва путса вилесрен хăтăлассине, тивлетĕн пĕлче çук ĕçне малтан кăтартса хунă, тесе те калаççĕ. N. Акă сана та тивлет паратпăр, мĕн пур пеккине; ан ӳпкелесе кай, лайăх ĕçсе-çисе кай. (Гов. покойнику). Альш. † Умăра тивлетсем çунă чуне, кил, силлесе юлар-и чунсене! N. Ан макăрăр ачисем, пуççăр (ласк. выр. = пуçăр) çине (на ваши головушки) тивлет çăват-ĕçке! N. Эпĕ санăн нумай ырăлăху тивлечĕпе сан çуртна кĕрĕп. Собр. † Ах, тантăшăм, тантăшăм! Ан йĕрсем, ан куйлансам, пуçу çине тивлет ӳкет. N. Эсĕ М. хулинче тивлет ĕçне ĕçлесе пурăннă. N. Ывăлĕ-хĕрин тивлечĕ пĕтсе ларĕ. || В ирон. см. Вĕсем ыр çын тивлечĕпе сăмаварсăр тăрса юлнă. || Назв. божества. К.-Кушки. Перекет, перекетне пар, иксĕлми тивлетне пар. Тивлет, иксĕлми тивлетне пар; çырлах, çырлах, сана пулĕ шерпечĕ, пире пулĕ йӳçĕшĕ. Жертв. т. Тивлет (вар. тивлете) така. Ib. Тивлет амăшне така.

тикĕслен

делаться ровным. Юрк. Вĕсем те пулш малашне час тикĕсленĕçĕ. || Выравниваться (о всходах). N. Тикĕсленсе çитсен, шăркана лайăх ларать.

тилмĕр

(тилмэ̆р), умолять, просить убедительно. N. Çырушăн питĕ тилмĕреп. N. Пуççапса тилмĕрсен, тин ирĕке янă. Цив. Вара лаша Кукша Ивана тилмĕре пуçланă: яр мана, эпĕ сана пĕр-пĕр ырăлăх тăвăп, тет. Сред. Юм. Нăмайччин ямасăр тăчĕ, тет, кайран, ачисĕм пит тилмĕрнине кôра, çапах пиллесе ячĕ, тет. Никит. Леш çапах: уçăр! тесе, тилмĕрсе тăрать. Ib. Хуняшшĕ тилмĕрсен-тилмĕрсен, кинĕ-уçса кĕртнĕ. Мĕкĕн Антон 24. Эсĕ мана тилмĕрнипе çавăраймăн. Ерк. 58. Йĕри-тавра йĕркере вир-ял ачи сахал-и? тесе чарать Силемпи Чĕкеç хĕре тилмĕрсе. N. Чонтанах тилмĕрсе çырать. N. Текех тилмĕрмелле ан ту. ЧП. Эпĕ ăна тилмĕрни, нимпа та (= нимпе те) парасшăн мар (усиленно просить). || Пристально смотреть. Ст. Ганьк. Тилмĕр — имеет двоякий смысл; 1) усиленно просить, 2) пристально смотреть. Баран. З6. Пăх-ха ăна, мĕн тĕрлĕ вăл тилмĕрсе пăхать! Ала 55. Татах эпĕ тилмĕрсе пăхрăм. Тилмĕрсе пăхсан, эпĕ палларăм кам кĕлет патнелле пынине (кто шёл). Ib. 54. Эпĕ çынсем çине тилмĕрсе пăхрăм та, вĕсем мĕнле çынне (какие они люди) палларăм. Юрк. Çĕнĕ çуралнă чуна тилмĕрсе халланса пăхсан, çав чун куçăхать, тенĕ ĕлĕкхи çынсем. Ib. Тилмĕрсе вуласа (пăхса) юлаççĕ. N. † Вăрман хĕрри каюллă, тилмĕрĕç-ха выльăхсем. || Иметь сильное желание. Ст. Шаймурз. † Тăвансене курасшăн эп тилмĕртĕм; курсассăн, калаçас килчĕ-çке. || Беситься. Ст. Чек. Тилмĕрсе çӳрет. Бесится, буянит (гов. о пьянице).

тимле

curare, заботиться, стараться; энергично, упорно настойчиво делать (что). Абаш. Пахча-çимĕçе тимлет. Ib. Апат-çимĕçе тимлесе пĕçерет. СПВВ. Тимлес = тăрăшас. N. Санăн ырă кăмăлна тимлесе йăлăнатăп. N. Юратнă тăванĕн сăмахне вăл хăйĕн чĕрипе савса илсе вырăна кӳме тимлет. N. Чӳлмекçĕ те çавăн пек хăй ĕçне тимлет. Шибач. Вăл ларса та канмаç, тимлесе ĕçлет ӳрĕк-сӳрĕк (противоп: сӳрĕлсе ĕçлет, работает, тихо, плохо). Ерк. 99. Урхапала урса кайса вăрçас чух, йĕри-таври ялти çынна пухас чух, шăла ерсе хĕрĕпеле пуплесе ирттернĕ, тет, эсĕ юратăва тимлесе! N. Вĕсем хăйсене мĕн хушса янине лайăх тимлесе туса пынă. N. Сĕм-тĕттĕм çĕрте тăрăшса (в рукоп. тимлесе) чул шыраса çӳрет. N. Эсĕ мĕн чухлĕ туртăнса тăратăн, çавăн чухлĕ вăл сана тимлесе йыхăрать. N. Вăл пире хăй килне тимлесе кӳртрĕ. || Побуждать. СПВВ. АС. Тимлет — хистет. || Уговаривать, убеждать, настойчиво просить, упрашивать, побуждать. Изамб. Т. Хĕре каччă тупнă чухне тимлеççĕ (уговаривают выйти за него замуж). Ib. Апат çиме ларсан, хăнана тимлеççĕ (угощают). Альш. Чарăн тархасшăн! тесе тимлеççĕ, тет, ку ачана. Толст. Мана тĕртсе ан яр, тесе тимленĕ пекех ман çине пăхса ларать. Ib. Жилин ăна тимле пуçланă. Ib. Мĕн те пулин памĕç-ши? тесе, тимле пуçларĕ. Ерк. 47. Çамрăк хĕрне тимле-тимле ăс вĕрентрĕ Унерпи. N. Кайманнисене те кайма хистĕр (тимлĕр). Ст. Чек. Çав лашана илме тимле-ха (уговори его)! Альш. Сĕтĕре-сĕтĕре, тимле-тимле, ирĕклĕ-ирĕксĕр ĕçтереççĕ (напаивают). N. Эпĕ ăна тăванăмăрсемпе пĕрле сирĕн патăра пыма пит тимлерĕм те, (я настойчиво уговаривал его вместе со всеми родными побывать у вас), анчах вăл халĕ ниепле те пырасшăн пулмарĕ. Ст. Чек. Ăна тимле-тимлех паян ăс карĕ. Я его сегодня уговаривал, уговаривал, и даже устал. Хурамал. Çавăн хĕрне тимлес (= хушас), çав хĕре илтĕр вăл ача, теççĕ. Ib. Ун тимленипе çӳресен, шыва та кайса вилĕн. || Смотреть пристально. Чертаг. Тимлет = пит асархаса пăхать. Ib. Тимлесех пăхать. См. тилмĕр, тимĕр. || Показывать рукой. Панклеи. Хоралçа шыраса топпĕр, тет те, алипе тимлесе кашкăрсам енеле солать, тет. Кашкăрсане хăвалаттарса ярасшăн, тет (медведь).

тимлеш

договориться. Хĕн. 203. Лартасчĕ... лартас, чăн ку армана,— тимлешрĕç вĕсем, сăмаха татса, ĕçеççĕ шалттин тулли куркана.

тин

(тин’, т’ин’), только. Кан. 7 çынна пăхсан, тик ку ĕçе юрăхлине тупрĕç. || Только что. Янтик. Тин килтĕм эпĕ. Ib. Тин килнĕ эпĕ! Только что я пришел. N. Сӳнтерме пынă çынсем тин саланса пĕтейнĕ (только что успели разойтись). N. Тин вут хутса çунтарайнă (успели истопить). Кăмаки мăрйине те хупман, тет. Череп. Эпĕ тин кăна çирĕм. Я только что поела. Тогаево. Ăна вара е кăвакал, е хор, е тин çоралнă путек пусса панă, тет. N. Сирĕн патăрта ыраш вырса пĕтн(ĕ)-и? — Тин (только что) пуçлаççĕ, тет. N. Куçĕ йосанас çок тин вăл çыннăн. Итла шотсăр осалччĕ те ахаль те хăва та (уж больно и сам-то он был негодяй). Тин эпĕ унтан хăтăлтăм ĕнтĕ. Сред. Юм. Тин сунă сĕт хăйми тăрăлмас, ô сĕт тутлăрах пôлать. Янш.-Норв. Тин çуралнă ача пек (как новорожденный). Тюрл. Тин троть. Только сейчас встает. || Не ранее, как только... N. Тăват çултан малалла тин астума пуçлаççĕ. N. Ваççа тăват çултан тин утса çӳрекен пулчĕ. N. Вăл çак сăмахсене сана калама виçĕм-кунах каларĕ, паян тин аса килчĕ. Курм. Хамăр киле çитсен, ĕнесем пăртак тăрсан тин пычĕç. N. Вара тин çиме пуçлаççĕ, тет, пăттине. || Только теперь. Янтик. † Эпирех килтĕмĕр — кил тулчĕ, çак хăтанăн кăмăл тин тулчĕ. Орау. Халь тин ĕнтĕ... Çурçĕр çитет пуль (теперь уж поздно итти). Регули 1233. Тин вăхăтра килтĕн. Тин анчах кайрĕ. Халь анчах çырса ячĕ. || Только тогда. Истор. Турккăсем тин лăпланнă. ЧС. Çапла вара вĕсем пĕр-пĕрне улталаса пĕр-пĕринчен кулма та пăрахрĕç, тет те, тинех чипер ĕçлесе пурăна пуçларĕç, тет. || Лишь потом. СЧЧ. Эпир пăртак ларăпăр-ларăпăр та, вара тин кĕрĕпĕр (а потом уж и войдем). || Теперь уже, вот теперь-то. N. Пирĕн ăна çĕнтересси пулмасть пуль халь тин. Сунч. † Пирĕн те инкен пулă кукăль, касать-касать — касаймасть. Тин кассассăн, çияс çук. N. Пирĕн те инкен пулă кукли, касать-касать, касаймасть; тин касса илсен, çияс çук. Бгтр. Ĕнтĕ тин хуса çитес çок она. Теперь уж его не догонишь. Истор. Çавăнтан кайран Шуйскисем пурте лăпах пулнă; патша вĕсене, тинех тавăра пуçланă. ЙФН. † Пуп кушакĕ юс тытат, Тени тус! Юс тытин те юрас çук, тин юрасси пулас çук, Тени тус! N. Кунта тин ĕмĕр ирттĕр пуль! Вот наверное, здесь-то конец моей жизниI N. Ĕнтĕ пурте: тинех пĕтрĕ-мĕр! тесе, шухăшланă. Шерче-к. Эпĕ: ах, пĕтрĕм ĕнтĕ тинех! тесе, хыпкаланма пуçларăм. ЧС. Анне мана: ĕнтĕ тинех пĕтетĕн! тесе, пушшех ятлаçа пуçларĕ. || Вот уже теперь. КАЯ. Кĕсем тин пĕлчĕç ĕнтĕ, тесе, эпĕ хăраса кайрăм. || Наконец-то. Хочехмат. Хайхи Йăван ярса илсе те калать: сана тин тытрăм, ямастăп. КС. Тинех вăл кил-ăшчикки лăпланчĕ. N. Лешсем каялла пăрахса кайсан, кусем пит савăннă: тинех хăтăлтăмăр пулĕ ĕнтĕ, тенĕ. Юрк. Хайхине тин епле çырма кирлине вĕрентрĕм. || Недавно. Альш. Тин пĕчĕкçĕччĕ, — хăçан çитĕнчĕ?... Авланчĕ те! Недавно был маленьким,— когда же он вырос?... уж успел и жениться!. Череп. Тин кăна, недавно. См. анчах. || Впервые. Изамб. Т. Эсĕ ăна тин куртăн-а? Ты его (такой огонь) видишь (увидал) впервые? Трхбл. Эп кунта тин кăна мар вĕт. Я ведь здесь не впервые. N. Тин кĕтĕм-ха. Я искупался впервые (сейчас). || Не иначе, как только... Кан. Кĕркурирен сут урлă тин шыраса илчĕ. || Более. Актай. Упăшки куна (ей): ĕнтĕ сана тин шанас çук (больше тебе веры нет, ты ненадежна). Алик. † Апай, çăкăр пĕçерет пуль. Пиççĕр-пиççĕр, сивĕнч пуль; тин çиясси пулмарĕ пуль. (Солд. п.). ЧС. Пăхса юлăр (посмотрите на него в последний раз), ачамсем, ĕнтĕ ăна (покойника) тин курас çук! Хастарăх 31. Тин пулас çук. Ib. З1. Тинех киввине пуç тайса тăмăп. N. Эпир пысăкланса ватăлнисем тин çыру вĕренеймĕпĕр: пирĕн вăл вăхăт иртсе кайрĕ ĕнтĕ, теççĕ. В. Олг. Тин хытмаст полĕ пашалуйĕ (больше: теперь уж не станет черстветь). ТХКА 57. Утмăлтан иртеп ĕнтĕ, халь тин ăс кĕрес çӳк пуль мана. || N. Эпĕ военнăй команда каймарăм, тин ватлăхра йăвăр терĕм.

тирĕслĕк

навоз. СПВВ. Тирĕнес, тирес, тирĕслĕк. N. Вĕсем унта пĕтнĕ: çĕрти тирĕслĕк пек пулнă. N. Тирĕслĕк купи, навозная куча. ХЛБ. Ана çине тирĕслĕк тăкни.

тирке

(тиргэ, т’ирг’э), браковать, брезговать. СПВВ. Тиркес, тиркешлес. Изамб. Т. Кĕрĕве тумлантарнă чухне ялан кĕрӳ япалисене тиркеççĕ. Ун чухне час-часах вăрçă хускалать. (Свадьба). Ib. Кĕрӳ кĕпи тăхăнтарсан, кĕпине тирке пуçларĕç: хĕршĕн тăхăрвун тенкĕ тӳлерĕмĕр. Эпир кĕрӳ валли кун пек кĕпе калаçманччĕ, терĕç. Орау. Тиркесе туса тăрать тата, пăх кирлĕ-им ăна тата. Еще брезгует (бракует). Какого еще ему чорта надо? Моркар. Тиркес = айăп топас, браковать. Чăв. к. Хура шăрçа çип тиркет, хăй хурине хăй пĕлмест. Торп-к. † Салтак, тесе, ан тиркĕр, салтак ячĕ йăвăр ят. N. † Тиркеймерĕм мăяна, каяймарăм савния. Сборн. по мед. Пысăкраххисем чĕлĕм туртма та тиркемеççĕ (не брезгуют и куревом, т. е. курят?). N. Çурт тăвакансем тиркесе пăрахнă чул, камень, забракованный каменьщиками. КС. Паян ăна темиçе хĕр те кăтартрăм, пурне те тиркет (все они ему не нравятся). Кан. Начар сывлăхлисене комиççи пит тиркет. ТХКА 54. Сирĕн вăрман çĕрĕнчи ялсене ытла тиркемелле мар та. || Воздерживаться; соблюдать (посты, праздники). N. Праçник-куна ĕç тиркес; хăй ят кунне тиркеççĕ, вăрлăх кăларма эрнекуна тиркеççĕ. Типĕ тытас тĕлĕшĕнчен те: сĕт-турăх тиркеп, теççĕ. В. Олг. Çĕн ойăхăн тиркетпĕр пер (= эпир) пӳртлĕх йӳç касма, карта тума, çăнăх артма (= авăртма). Собр. Çимĕк (scr. çимек) иртсен, пĕр виç-тăватă эрне çинче тиркеççĕ: тиркемесессĕн, пĕр-пĕр айăп пулать, теççĕ. Ягудар. Тип тиркемеçт (не соблюдает). Тип тиркет, Ib. Сĕт ярса парас-и? Тиркетне? — Тиркеп. Шибач. Тип тиркеместпĕр. СТИК. Эсир типĕ тытатра? — Çук, тиркемен! Хир-б. Эпĕ тата: типĕсене тиркетни? терĕм. — Мĕскерле типĕ? Эсĕ мана типĕ пурăнма хушатни? Ахаль те типĕ, ĕне çук. Ĕнесĕр пурăнма калатни? терĕ мана хирĕç. || Быть разборчивым в пище. Букв. Тиркекене тиркĕ тĕпĕ (поддонки, остатки) çакланнă (вар. тивнĕ), теççĕ. Сред. Юм. Тиркекене тирĕк тĕпĕ лекнĕ, тет. Кто брезглив, тому достается (попадает) худшее. || Соблюдать (диэту). N. Чирлĕ çынна апат тиркеме, мĕн çиме юранине çеç çиме хушаççĕ (велят есть с разбором). СТИК. Мана хвершшăл (фельдшер) çиме тиркеме хушрĕ: атту чĕрĕлеймĕн (не выздоровеешь), тет. || Разбираться (в чем). Кан. Ирнĕ-каçне тиркемесĕрех, сăмакун юхтарать. О сохр. здор. Ыраш тасипе таса маррине пĕртте тиркемест. || Разбирать, относиться разборчиво. N. Кунне пит тиркеççĕ: благовещение (çуна пăрахнă кун, йăвăр кун теççĕ, самый тяжелый день: в этот день будто и птица не роняет перьев) кунĕ ан пултăр, ытларикун ан пултăр. БАБ. Мĕн хыççăн мĕн тумаллине тиркемеççĕ (не разбирают, что делать раньше и что после): хăшĕ малтан аса килет, çавна тăваççĕ. ЧП. Йĕтĕн çиппи хĕç тиркет. N. † Симĕс пиçихи пилĕк хĕсет, мерчеи шăрçа çип тиркет. Кан. Тутар-и, ирçе-и — никама та тиркеместпĕр. N. Ака-суха çинче утсем пит ӳркенсен, телей пулмасан, малтан тухнă çынна тиркеççĕ. || Отвергать, пе принимать. N. Пирĕн парнемĕре ан тирке. НАК. Хăш чухне пĕр çын сапнипе силленмест те (жертвенное животное), çавăнпа: çын тиркет пулĕ, тесе, урăхне саптараççĕ (заставляют плеснуть на него другого человека). N. Эпĕ çыра пĕлмен çырăва тиркесе ан кӳренсем. || Критиковать, цензуровать. N. Кĕнекесем тиркекен ку сăмаха тиркемен (не забраковал). Суждение. Пĕр çыннăнне (только чужое) анчах курать, çыннăн лайăх маррине (нехорошие стороны) анчах тиркет. || Разбирать. N. Тиркĕсем, куркасем, хурансем, тенкелсем çунине-çуманнине пит тиркеççĕ вĕсем. N. Пирĕн конта 40 çола çитнисене тиркерĕç (проверяли, разбирали). || Задерживать. N. Хутсăр çынна тиркеççĕ (задерживают беспаспортных). N. Ни билет тавраш, ни кам мĕншĕн ăçта пурăнать, тесе, тиркес-тăвас çук. (Обьявление). || Расследовать, разузнать. Возм. Тиркес — ыйтса пĕлес, разузнать (какое-нибудь дело). Хорачка. Онта анатра порнаканьăсам торпас корса хăпараччă туалла, вăл Сăлттан патня çитеччĕ те, тиркеччĕ (чит. твргэччэ̆); Сăлттантан итеччĕ (єдэччэ̆): эс перĕн çĕр çинче ме кисе, конта порнатăн? Эс конти çын мар. N. Тем, пит аплах мар пек те?... — Тата ăна-кăна тиркесе пахса тăтăн. Не знаю, ровно бы (как будто) и не совсем так?... — (Ты) еще вздумал (меня) разбирать (браковать, брезговать и т. п.). || Проверять, наблюдать, следить. || Осуждать, судить. N. Çынна тиркесе калаçин пулман мар ĕнтĕ пирĕн. || Стесняться. N. Ăшра çапах вĕсенĕн çилли килет; май килнĕ чух хирĕç калама, е алла ӳкерме тиркесе тăмаççĕ.

тиркев

разборчивость, разбор. ПТТ. Витĕрин (ведро) пĕчĕкки-пысăкки тиркев çук (все равно: маленькое или большое), анчах çав хĕр витре шучĕ пултăр. Мĕнле пуçлани тиркев çук, ахаль хай, пĕр (раз) çавăнтан пуçлама вĕреннĕ те, тек (всĕ, всегда) çапла пуçлаççĕ. (Сĕрен). Янш.-Норв. Пимулла старик пăттине валеçсе пĕтерсен, вĕсем ăна унтах çимеççĕ, киле илсе тавăрăнаççĕ те, кил-йышĕпе ларса çиеççĕ. Шӳрпине тиркев çук, çавăнтах антарса: çырлахтăр ĕнтĕ, тесе, ларса çиеççĕ. || Каприз.

тирпейлĕ

(тирбэjлэ̆), аккуратный, любяший порядок. Приличный (во всех отношениях). Ст. Чек. Тирпейлĕ ача. || В см. наречия. Ст. Чек. Вăл хăне хăй тирпейлĕ тытат, унăн тумтирĕ тирпейлĕ. Ходар. Шатрана (оспу) вĕсем пит тирпейлĕ пăхаççĕ. Шатрапа выртакана пĕр çын анчах пăхать, унта тĕрлĕ çын пырса çавăрăнкаласа çӳремеçт (не всякий ухаживает за больным оспою). Кан. Шакирăв завхоз 134 качака тирне питĕ тирпейлĕ тиесе тухса кайнă çав урапа çинех. ТХКА 89. Эпĕ япалана тирпейлĕ тытап та, тумтире те эпĕ тасарах тумланатăп. N. Ну вара хăй пит тирпейлĕ вилчĕ. Ни вар-витти тухмарĕ; тула тухма та çын çавăтса тухман пĕре те. || Экономный. N. Вăл пит тирпейлĕ (экономен): ăнланмасан, кун пек кĕнекешĕн укçа ямĕччĕ. ГТТ. Пурте: вăл питĕ тирпейлĕ, салатмас (не расточает), теççĕ.

тишкер

(т’ишкэр), признавать, узнавать, разбирать. См. тискер. Слеп. Эп сана тишкеретĕп. Я тебя признаю (т. е. узнаю, agnosco). || Понимать; знать толк в чём. Орау. Эй-эй-эй, çав сăмаха та тишкерсе илейместĕн! Ib. Вăл Якку суту-илӳ таврашне пит тишкерет. || Немножко знать. Шорк. Эсĕ вулама (читать) пĕлетĕн-и? — Кăштах тишкеретĕп (разбираю). Ib. Эсĕ мана палларăн-и? — Кăштах тишкеретĕп те, лайăхах астуса илейместĕп. || Наблюдать. Чăв. й .пур. 37. Ăна Çимун тишкерех тăнă (наблюдал за этим). || Определять причину болезни СПВВ. НИ. Пĕр-пĕр ача-пăча чирлесен пуçне тытса, е алă тымарне (т. е. пульс) тытса, мĕнтен чирленине пĕлни. || Контролировать. Чув. календ. 1920. Вăсем (ревизионная комиссия) вăхăчĕ-вăхăчĕпе лавккари ĕçе тишкереççĕ. П. Патт. 14. Çилленнĕ çын вĕсем çине тишкерсе пăхрĕ. || Подсматривать, шпионить? N. Вăрçăра ют халăх çынне тишкерсе çӳренĕ пек, яланах усал тăвасшан сăлтăк шыраса çӳрет вăл. || Исследовать, расследовать.

ту

делать, сделать. См. тăв. Регули 1439. Паян те тăвас, те тăвас мар. ГТТ. Хăйне хай нимĕн тăваймас. КС. Эпир иксĕмĕр тем те тăвăттамăрччĕ-çке те. Еще бы, мы с тобой чего бы не сделали. Кан. Конюхне кӳлтерсе лаша çине лармасăр хăй ĕçĕпе те вăл çĕр утăм тумасть. N. Ун пек çынсем, хам тӳрĕ пулсан та: туса паман-и? пулăшман-и? теççĕ. N. Мана мухтамалла турĕç. Вишн. 72. Çав шыв çулĕ пĕр-пĕр çырмаран, е туран юхса тухĕччĕ, анчах эпир пусă алтса унăн çулне татса, шывне алтнă пусă ăшне пухăнакан тăватпăр. Кан. 3840 кублă метр туса пĕтермен япала (полуфабрикат). Регули 1049. Эп она поян турăм, вăл поян полчĕ. Чăв. й. пур. 26°. Вăл каланă: мĕн тăваççĕ манпа? тенĕ. Вишн. 68. Çапла ĕнтĕ пирĕн кунсерен хамăр ăша е сакăр, е вунă кĕрепенке шыв кӳртмелле. Апла тумасан, пирĕн ӳт туртăнса каять. N. Кĕлеткенне куçне лайăх туман. Глаза у портрета не вышли. Сред. Юм. Ырлăх туни шырлăх туниех мар-ха ô. Если добро сделал — это не то, что худо сделал. Изванк. Мĕн тăвас? Нимĕн тума та çук, хайхи Микул карчăкне (йомзе) пуççапас пулчĕ (пришлось ее просить). N. Мĕн тăва пĕлес манăн? В. С. Разум. КЧП. Ма ута каç яратăр, çухалсан мĕн тăвăр-ха вара (что будете делать)? Регули 49. Хам тумаллине сана патăм. N. Конта мĕн туса тăратăн. || Работать, делать, производить. Орау. Эпĕ аттене сакăр çул кăмака çинче вырттартăм. Кăмака çинче выртнă çĕрте: туни ман, туманни сирĕн, тетчĕ. Регули 580. Тусан порте пулать. Ib. 1258. Ашшĕ пек тумасть, япалана ялан орăх тĕслĕ тăвать. Ib. 670. Çак çын, çакне тăваканĕ вилсе; çакна тăвакан çын вилсе. Ib. 217. Сирĕн тăвакан пор. Ib. 328. Çав çын конта корăнмасть, çак япалана тăваканĕ. Ib. 829. Эп пĕлетĕп çав çынна, çак япалана тăвакан çынна эп пĕлетĕп. Ib. З2. Тумалла пулсан килĕ вăл. Ib. 52. Ĕç тумаллинчен окçа исе поли? Ib. 1503. Эп сана çĕмĕрме (çемĕрмешкĕн) туса патăм-и? Ib. 341. Кăна эп туса. Ib. 1543. Эп тусаттăмччĕ те, йорал полмарĕ. СТИК. Туса-туса, авантарах ту. Раз принялся, сделай как следует. || Альш. † Пятам-пянам килне хăна пулăр: тунă хурçă пулмин те, çăкăрĕ пур. Ib. † Кĕтнĕ хăни эпир-мĕн! пиçнĕ яшки пире-мĕн! тунă хурçи сире-мĕн! || Строить. Юрк. Пурăнма çурт туса хурат. Ib. Çĕнĕ çурт туса пама та шухăшлат. Ib. Чул çуртсем тума пĕлнĕ (умели). Ib. Ялсем, хуласем туса (aedificando). || Выращивать. Ашшĕ-амăшне. Вăл темĕн чухлĕ çĕр тара илсе тырă акса, тĕрлĕ пахча çимĕçĕсем туса пурăннă. О сохр. здор. Халĕ кирек ăçта кайсан та, купăста пит тăваççĕ. Альш. Темĕн чухлĕ хăяр туса, темĕн чухлĕ хăяр сутнă. || Выделывать. Сред. Юм. Покан орине çавăрса тунă (о точеных ножках стула). Чем люди живы. Туман тиртен пулсан та, кĕрĕк — кĕрĕкех. || Мочь, быть в состоянни. Регули 701. Тумалла çын вăл; вăл кона тумалла. Ib. 35. Тумалли çынĕ пур унта. Ib. Кона тумалли çын кайса. Ib. 689. Тăвасси çын çавă. || Трогать, задевать. N. Мĕн тăватăн эс унпа? Что ты там трогаешь? || Творить, создавать. К.-Кушки. Эпĕ вĕçен-кайăк (хут çĕлен) тăвап та, çӳлелле вĕçтерсе ярап. Я устрою птицу (бумажный змей) и пущу ее по воздуху. Юрк. Туса пĕтерсен: епле пур япалине те аван турăм-ши, тесе, шухăшласа пăхкала пуçланă. || Сшить, связать. Янш.-Норв. Кăçал хăй валли виçĕ кĕпе, арçын кĕпи виççĕ, тата хĕрлĕ йĕм иккĕ турĕ (сшила). Дик. леб 43. Вăл çипрен çиелтен тăхăнмалли вăрăм çанăлă вунпĕр кĕпе çыхса ту. || Обрабатывать, производить. В. Олг. Онăн çĕр пор: тырă туат, вутă туат. || Скосить и убрать (сено). N. Утă турăр-а? N. Утă мĕл(л)е турăн? Как ты убрал сено? Календ. Тепĕр çулне çулчĕç, тет те, темĕн чухлĕ утă турĕç, тет. || Сбивать (масло). Урмаево. Хăш куршак сĕтне чăкăт турĕ, тет, хăш куршак сĕтне услам çу турĕ. || Устраивать. К.-Кушки. Пирĕн апата кунта çимелле тумалла. Нам надо устроить так, чтобы обедать здесь. Альш. Ваттисем хăнана кайсан, килте çамрăксем уллах тăваççĕ. Юрк. Пус та туса памарĕ! И колодца не устроил (не нанял вырыть). N. Аннене аван пурăнмалла тăвăр, вăл пире ӳстерчĕ аван. N. Ука тăвăр (складчина?). Нижар. Çак хăтан ĕçкине, такçан та туман ĕçке, килсе курас терĕмĕр. || Совершать. N. Кĕл-туса çӳреççи вĕсем? — йăли анчах. || Составлять. N. Тата сире чăвашла словар тунă теççĕ. Çав словаре, тата ытти хăвăр тунă кĕнекесене мана ярсан, эпĕ уншăн калама çук савăнăттăмччĕ. || Производить. N. Унтан провăд сыпнă тĕлсене изоляци туса тухрĕç. || Варить (пиво и пр.). N. Сăра турăмăр, ака яшки тăватпăр. || Гнать (самогонку). N. Кăмăшка тунă. || Печь, приготовлять. N. Çимĕк иртсенех вырăс эрни кунĕ ирхине теçетниксем кашни килĕрен: ӳчӳк пашалăвĕ тăвăр! тесе, хăваласа çӳреççĕ. || Родить. ГТТ. Ача тăваймасăр вилекен те пур (случается, что и умирают). Буин. Ача туман арăм (чирпе пăсăлнă арăм) хурланать. Упăшки пит пăшăрханать. N. Тата йинке ача турĕ. N. Ача тума тытăннă. У нее приблизились роды. Ст. Чек. Хĕр туни, ывăл туни? || О животных: отелиться, ожеребиться и пр. Скотолеч. 28. Ĕне темĕн чухлĕ лайăх пулсан та, пĕтĕ чухне начар çитерсен, тĕреклĕ пăру тăваймĕ. Чаду-к. Сысна тăвать вуникĕ çура, сутатăп, укçипе пĕр кĕсре илетĕп, вăл кĕсре кашнă çул тьыха тăвать. НТЧ. Çакă ĕнене сĕтлĕ-çуллă ту, кашни çул пăру тумалăхне пар. (Моленье ĕне ырри). || Приносить плод. Баран. 102. Çапла (например), шĕшкĕ çулсерен чечеке ларса темиçе çулччен мăйăр туса тăрăть (приносит орехи). ПВЧ 123. Укушка умĕнчи улмаççи, улма тумасть-мĕн усси? N. Картара омлаççисем омла туса-и, туман-и? Якейк. † Ати карти пилешлĕх, пилеш туман торат çок. Ib. † Ати карти — сат карти, оммине тумаçть — мĕн осси? Шинар-п. Вăрманта çулла шĕшкĕсем мыйăр тăваççĕ, тата юмансем йĕкел тăваççĕ. В. Олг. Омла ту (о яблоке), тьыха ту, пăру ту, потяк ту и т. д. || О новом месяце. N. Çĕнĕ уйăх тунă. Нюш-к. Пирĕн уйăх туни виç кун çитрĕ, уйăх туни ик эрне ĕнтĕ, уйăх тусан çăмăр çăвмалла, теççĕ. || Coire cum fem. Буин. и др. || Совершить что-либо. Тораево. Карчăк тухнă, тет те, хăвалама (преследовать) тапратнă, тет; курчĕ, тет те, кăшкăрма тапратăрĕ, тет: турăн мана, çука юлмала турăн пĕтертĕн (погубила ты меня?) тесе кăшкăрат, тет. || Справлять, праздновать. Юрк. Атьăр халĕ паян, аслă уяв туса, пĕрер курка ĕçсе пăхар, тесе чĕнет. N. Сорхори контах турăмăр. N. Эпĕ килтех çăварни турăм. ЧС. Пирĕн таврара сĕрене мункун икĕ кун тусассăн виççĕмĕш кунĕнче, кăнтăрла иртсен, каяççĕ те, тепĕр ирччен çаплах çӳреççĕ. Абаш. Ачасене çимĕк тума (çăварни, сорхори тума) яраççĕ. || Почитать. N. Аттене атте тăвас, хунчăкама хунчăка тăвас. Лайăхрах пăхса ярас. || Приносить в жертву. N. Сан ачу йĕрĕхрен, сана вăл пĕр така тумасăр та каçарас çук, тет. || Наговорить, заговорить. Альш. Çын туса панинчен вĕрес. N. Тухатмăш тума пĕлекен çын курайман çынна час-часах пĕтерсе хурать. Май килсен е хăйне, е лашине, тата ытти япаласене те туса парат. Кан. Ну, карчăк, ан куллян! Куç турăмăр! тесе çухăрса ятăм. || Совершать обряд. N. Пирĕн ялта кашни çул чӳк тăватчĕç (совершали „чӳк“). || Уговаривать. Ала 2. Çапла туса-туса çӳреме вĕрентсе пулĕ-и, тесе, ĕмĕтленетĕп (надеюсь, но не знаю, удастся ли). || Выдвигать. Альш. Çынна мĕн тăвин — чĕлхе тăват. Главное для человека — уменье говорить. || Выставлять, выхвалять. Альш. Ялан та хăйсенне авантарах туса калаçаççĕ (выставляют с хорошей стороны). || Приставлять (к чему). Янтик. Хăлхине çтена çумне турĕ те, тем илтелерĕ. || Превратить, привести. Орау. Эпĕ ăна питне-куçне чĕп-чĕрĕ юн тăвăп.— Турăн, вилним вăл, сана чĕп-чĕр юн пуличченех хĕнеттерме, ай кăшкăрма çăварĕ çук-и? ТХКА 94. Тытса чарми лашине çапса утми турăмăр. Регули 1056. Шорăран хора полчĕ, пусăкран пĕчĕккĕ турăм. Ала 12. Эпĕ сана хĕпĕртемĕлле тăвăп, а лешне, асту, хурланмалла тăвăп. || Повернуть (к чему). Емелкке-Т. Хăлхăна ман енне туса тăр. Стой ко мне ухом. Ib. Питне ман енне ту. Повернись лицом ко мне. Ib. Çурăмна ман енне ту. Çĕнтерчĕ. Çурăмне кантăк патнелле туса сĕтел хушшине чăлха çыхма кĕрсе ларать. ТХКА 49. Ачасем, ак çапла. Кашкăрсем тапăнсан, виçсĕмĕр те пĕрле, çурăма, ĕнсене пĕр-пĕрин енелле туса тăмалла. Кашкăрсем пире хыçалтан, ĕнсерен ярса илсе туламалла ан пултăр. || Уложить. N. Пырсассăн, пурттине е кусарне юхакан шыв çине çивĕччине çырма пуçнелле туса пăрахаççĕ. || Наладить, устроить. N. Вĕсене куçнă чух пулăшас пулать, вĕсем хăйсем вăйĕпе анчах пурăнăç тăваймĕç! Кан. Мĕнле те пулин пирĕн пата та кино уйăхра пĕрре çитсе тăракан тăвасчĕ. || Изменить что-либо. N. Килнисене кӳрт, нимĕн те тума памăпăр вĕсене, тенĕ. || Решить, принять решение, присудить. В. С. Разум. КЧП. Шемекке (Шемяка) чула курать те: укçа пулĕ, тесе, хĕпĕртет. Çавăнпа Шемекке чухăн енелле тăвать, утне чухăна парать, хӳри ӳссе çитиччен; курпуна кĕпер çинчен чухăн çине сикмелле тăвать. К.-Кушки. Хулана кайма турĕç. Решили итти в город. Альш. Канаш туса хатĕрленеççĕ. Юрк. Пама тумаççĕ. Не решаются выдать (замуж). Ib. Апла пулсан, сирĕн сăмахра итлесе, унта кĕме (поступить) тăвам. Ib. Ĕлĕк тепĕрне илесшĕнччĕ; вăл пымарĕ, тепĕр çынна качча кайма тунă иккен, эпĕ ăна пĕлмесеттĕм. N. Вĕсемпе вăрçма туман. С ними не решили сразиться. Орау. Эпир паян пурсăмăр та киле кайма турăмăр. Якейк. Паянтан малашне ун пек калаçмалла мар турăмăр. Демид. Кăсем кунта ларма тумаççĕ: кунта пысăк шыв, ачасем шыва кайса пĕтĕç, теççĕ. Юрк. Унтан ĕлĕктерех тепĕрне çураçма тусаттăм, вăл тата ĕлĕк хăй савнине сăмах пĕтернĕ пирки пыма тумарĕ. Ала З. Çавна каласан, хĕрне кăлармалла тунă, тет. N. Çавăншăн вĕсем ăна пухăва хăйне чĕнтерме тунă. N. Кӳртме турĕç. N. Ăна сут пилĕк тенкĕ штрав турĕ. || Предназначать. N. Мĕншĕн çак куна курмалла тунă-ши? || Наживать (имущество, деньги). Орау. Эпĕ турăм, вăсам та манран ан юлччăр, çавăн пекех туччăр. Юрк. Каскалама кайса çӳресе укçа тăват. Б. Олг. Пасара антарнă япалая сотас полат, окçа туас полат. Ст. Ганьк. † Ик сар-кайăк эпĕ тытрăм, ик-çĕр манит тумашкăн. Юрк. Ку, пĕр çав ĕçе пĕлсен, ыттисем кĕрешме хăранине курсан, çынсем умĕнче; эпĕ кĕрешетĕп, тет те, 25 тенкĕ, лаша сутса тунă укçине, çĕре кăларса пăрахат. Ib. Çав пуçтарса тунă укçасенчен... N. Хăш чухне юрлă арăмĕн юлашки тенкисене саклата хурать те, пуян валли эрех илме укçа туса каять. || Сделать наклад. N. Хусана килсе хама таккулăхах пилĕк тенкĕ туса каяп (израсходовал без пользы). || Относить к чему. ГТТ. Кунтисем çинчен çырнă çырăвăмра эпĕ кунтисене вир-ялсенчен пайтах уйрăм халăх туса çыртăм. || Капк. А мĕн тăватпăр мĕншĕн хупнипе? А зачем вам знать, почему она закрыта. Регули 53. Он каймалипе мĕн тăвас пирĕн. || С подражательными словами — издавать, производить. Альш. † Чĕнтерлĕ те кĕперсем чăлт та тумасть, йĕс таканлă утсем каçмасан. N. † Виç кĕпер те хут кĕпер, епир каçса килнĕ чух, кăптăр-каптăр тăва юлчĕ.|| С предшествующей частицей „пек“ — делать вид, притворяться. N. Çул çинче тилĕ вилнĕ пек туса выртать, тет. Бес. чув. 2. Лаша унта кăшт çăмăлтарах пулмĕ-ши, тесе, çул аяккинелле туртса пăхам пек турĕ. Юрк. Вĕсенĕн килĕ-çурчĕсене хăне сутнă туса хут çыртаратчĕ. Альш. Юратат ăна (его) вăл, сăмах шанат, пĕрлĕ ĕçнĕ-çинĕ те тăват унпа. N. Азов хулине иртсе кайнă пек туса (притворившись), тӳрем çĕрелле пынă. Юрк. Вăл каллех, тусĕ хăйĕнчен кулат пулĕ тесе шухăшласа: эй, пире юрат-çке, тет, хăйĕнчен хăй ирĕксĕр кулăш пек туса. || Быть принятым. N. Сат картинчи сарă омлине ме татмала тунă-ши (принято срывать)? || Употребл. в соедин. с причастием наст.-прош. времени: ӳкекен ту, ыратакан ту. || Употребл. в чувашизмах. Альш. Вăл епле пурăннине те, калаçнине те итлесе тусах ларман çав эпир. Янтик. † Чатăр картăм улăха, типтĕр, терĕм, хĕвелте, типмерĕ те тумарĕ. ЧС. Вăл вилес-тусан, епле пурăнăпăр-ши, тенĕ амăшĕ чирлĕ чух. N. Ку хирте тырра лайăх ӳстерекен çемçе тăпрана юхтарса кайнă анасем çаралса юлчĕç.— Мĕн тăвассу пур, теççĕ, тыррăна çапах акас пулать. N. Тунăлăху-мĕнӳ!.. Ты ничего не можешь делать (не способен). ГТТ. Куçарас-тăвас тĕлĕшрен ниçтах та юрăхсăрах тунă-хунă мана (нашли меня плохим переводчиком). П. И. Орл. Çапла... Çакăн чул-ха пĕлни-туни (пока узнал только это). Альш. Сĕтел çитти сарăлмас та, тумас та, тет. Торп-к. † Ытармалла мар сана, тытрăм-турăм тотине. || Выращивать. Эпир çур. çĕршыв 14. Эсир çимĕç пахчинче мĕн лартса тăватăр. N. Акса ту, лартса ту. || Ачач. 83. Пилĕкне явса тунă пиçиххи çыхнă.

туса яр

сделать и пустить, создать. Ачач 5. Этеммине пĕрне асаплантармалла, тепрпне кулмалла йĕркесем туса янă вĕсем, улпутсем.

туй

той (туj, тоj), свадьба, свадебный церемониал, свадебный пир. Н. Седяк. Чăвашсем туйсене çимĕкре тăваççĕ. Туй тăвас умĕн çураçнă хĕрпе каччă венчете кĕреççĕ. Венчет тăваççĕ çимĕкрен маларах. Унтан вара хăтапа хăта туйсене кăçан лартассине шухăшлаççĕ. Обыкновенно каччă ашшĕ хĕр ашшĕ патне килет канаша (на совет). Çак канаша „пăлчал“ теççĕ. Арçын туйне, хĕр туйне кăçан лартассине шухăшлаççĕ. Хĕр ашшĕ каччă ашшĕне ăсатнă чух, çураçнă хĕр вĕсене парне парать те, ӳксе пуççапать, лешсем хăй кинне пахиллеççĕ. Пуççапнă чух, çураçнă хĕр вĕсен урисене тытса пуççапать. Парнисем кĕпепе сурпан пулаççĕ, çак парне панă кĕпе-сурпанпа пӳртри çынсем тутисене шăламçи пулаççĕ. Хăта пăлчал илсе таврăнать килне. Ib. Туй лартни çыннисем пухăнсан (когда соберутся участники свадьбы), пурте турă умне çурта çутса кĕл-тăваççĕ. Унтан вара авланакан ача (жених) ашшĕнчен пуççапса пиллĕх ыйтать. Ача ашшĕпе амăшĕ пиллеççĕ. Туй çыннисем вара кĕлете туй лартма каяççĕ пурте. Туя кĕлетре пуçлаççĕ, унта та сăра, эрех, яшка-çăкăр пулать. Кĕлетре туй пуçĕ туй çыннисене пахиллет те, мăн-кĕрӳпе пур туй çынни юрла пуçлаççĕ; шăпăрçă шăпăр калать. Кĕлетре виçĕ пар ташлаççĕ, тата нумай урăх юрăсем юрлаççĕ, унтан вара пӳрте кĕрсе туй тăваççĕ. Туй кӳртес текен çын пырса туй пуçне илсе каять хăй патне, туй çыннисем кайран тин каяççĕ урăх килле. Пĕр килĕрен тепĕр килле куçнă чухне, туй пуçĕ хуçа сĕтел çинчен çăкăрпа чăкăт улăштарса илет: вăл çур çăкăр хурса пĕтĕм çăкăр илет; чăкăтне те çапла тăвать. Туй пуçĕ çăкăр тултарма такмак çакса çӳрет, такмак тулсан хуçа килне кайса пушатать. Ялти хурăнташсем патне çӳресе пĕтерсен, хăти патне каяççĕ лаша утланса, ялта çӳренĕ чух та утланса çӳреççĕ. Хăти патне 20—30 çын каяççĕ. Хăта хапхине укçа парса уçтараççĕ, укçасăр уçмаççĕ. Теперь хĕр (невесты) хурăнташĕсем арçын туйне хăйсем патне илсе каяççĕ. Хĕр ашшĕ арçын туйне ăсатать хăй патĕнчен. Арçын туйĕ тухса кайсан, хĕр туйĕ хатĕрленет кайма пĕтĕмпе. Хĕр япалине тиеççĕ, арчине, тумтирĕсене, пурне те тиеççĕ. Арча çине хĕр шăллĕсем ларса каяççĕ. Хĕре леçме нумайăн каяççĕ: 25, 24, 26 çын. Хĕр туйĕ хăта патне пырсан, арçын туйĕ тухать те, хĕр куми тавра виç хут çаврăнать, виççĕмĕш хут çаврăнсан кĕрӳ каччи хĕр кӳмине нухайккипе пит хытă çапать, вара арçын туй кĕрет килне. Хĕр туйне кӳртеччен хӳме витĕр пăшал переççĕ. Чир-чĕр кайтăр, усал кайтăр, теççĕ, вара хĕр туйне хăта кил хапхи уçса кӳртеççĕ. Хĕр кӳми пӳрт умне пырса чарăнать, хĕрĕ кӳме ăшĕнче урисемпе хытă ларкăча тапса ларать. Туй курма пынă хĕрсенчен пĕрне кӳмере тапса ларакан çураçнă хĕрĕн урине ĕçерме хушаççĕ. Çавна вĕçерсен, хĕр кӳме ăшĕнчен тухать те, урисене туртакан хĕре çĕрĕ е укçа парать. Хĕр пичĕшĕ хĕре урапа çинчен çĕклесе антарать, кĕру-каччă хĕрпе, хăй арăмпе, ытакласа пӳрте кĕрсе каяççĕ. Пӳртре упăшки турăш патĕнчи сĕтеле каять, хĕрĕ тĕпелти сĕтеле каять. Пӳртре пăртак туй тăваççĕ те, япаласем кӳртме кĕлете каяççĕ. Хĕр япалисем çинче унăн шăллĕсем лараççĕ. Вĕсене, кĕрӳ-каччи (йыçнăшĕ) укçа парса япаласем çинчен антарать, унсăрăн вĕсем анмаççĕ. Хĕр япалисене хĕр инкĕшĕ хатĕрлесе тăрать, кĕрӳ-каччи кӳртет кĕлете. Кӳртсе пĕтерсен, арăмĕпе иккĕшĕ те кĕреççĕ, унччен унта яшка-çăкăр хатĕрленĕ пулать. Кĕлетрен кăларсан çĕнĕ-çынна яшка пĕçерттереççĕ, шыва яраççĕ. Çаксене туса пĕтерсен, туй пĕтет. Хĕр кӳме килекенсем анчах туй туса çӳреççĕ. Хĕр кӳме килекенсене ăсатсан, туй тăнчă пĕтет. N. Арçын туйĕ, свадебная церемония, совершающаяся с жениховой стороны; хĕр туйĕ — то же с невестиной стороны. Ильмово. Çав пӳртре арçын туйĕпе хĕр туйĕ пĕрлех пулать. Изамб. Т. Хĕр туйĕпе арçын туйĕ пĕр кун пуçланат. СПВВ. ПВ. Туй тенĕ çĕре тукмак йăваланать, праçник тенĕ çĕре выртан каска хускалнă, тет. (Послов.). Собр. † Туйăн ывăлĕ тункати, хĕр парса та хĕр илмест. Ст. Шаймурз. Çитсен, туя кĕреççĕ (на свадебный пир). N. † Туйра кашта авначчен парне кӳртсе çак-и-ха? Альш. Вĕсем тухса кайтарасшăн мар, тет: ил çураçса туйпа, тет. N. Ыран Иван туй пуçтарат, тет. (Такмак). N. Той патне кĕр, зайти на свадьбу. N. Той варĕнче йăлт-ялт, йăлт-ялт сиксе çӳрет (пляшет). НАК. Туй тесе ывăл авлантарнă чухнехине калаççĕ, шыльăк тесе хĕр панă чухнехине калаççĕ. N. Пит вăйлă туй тăваççĕ. N. Ыран туй тумалла тенĕ чухне лашине сĕлĕ çима пӳлмене кĕртсе янă, тет. Альш. Ача-пăча туя курма каймасăр: туя тукмак йăваннă, тесе калаççĕ, теççĕ. Курм. † Туин, туин, туй анать, пирĕн Ваçли туянать, пирĕн хăнча туянас. Ст. Чек. Кĕрӳ хăй туйĕнче ташласан, арăмне йывăр килет, тет. Ав Шаппук хăй туйĕнче ташларĕ, тет те, арăме çулталăкченех вилчĕ, тесе, сăмах кăларчĕç. Тĕрĕссипе акă мĕнле пулнă. Куртьтян хăй туйăнче акăшсем патĕнче ташлама тытăннă та, акăшĕ пырса: Куртьтян, эй арăмна вĕлересшĕн-и? ан ташла, тĕсе сĕтĕрсе карĕ, тет. Альш. † Туйăм, туйăм, туй иккен, туй илемĕ çак иккен. N. Кун пек туйсенĕн ăрасхучĕ пĕр çирĕм пилĕк тенкĕрен нумаях ытла пулмасть. N. Вăлă туй туса памари? Ерк. 149. Ахăрттарать яш-кĕрĕм, пуçĕнче туй сĕрĕм. N. Туй хускалать. Начинается свадьба. || Свадебный поезд. Орл. II, 248. Пысăк ялтан пĕчĕк яла туй килет. (Кăвар кăларни). Ала 85. Туй тавăрăнсассăн, темĕн чухлĕ халăх пухăннă, ял-йышсем пухăннă, пурте ĕçсе-çине, савăннă. Ib. 82. Унта ана ĕçтерчĕç, çитерчĕç, тет, унта туй кĕмелле турĕç, тет. Сред. Юм. Туй хапха айне çитсен, кĕрӳ кĕпи çĕлемеççĕ она. (Говорят, если за что-нибудь примутся поздно). Изамб. Т. Танлисна (= Таниле йысна) кинĕ патне Арланкассинчен туй килет, темест-и? Ала 81°. Ваттисем ĕçрĕç, тет, çирĕç, тет, хăççан туйпа килессине каласа хучĕç, тет. Тим-к. Пичĕш панче туй ӳкĕ, шăлнĕ панче çĕр выртĕ. (Пичĕшĕ — кăмаки, шăлнĕ-вучаххи). || М. Сунч. Масар çине çитсессĕн, пытарнă вырăна хĕрессене ватса вут чĕртеççĕ те, йĕри-тавра ларса хыва пуçлаççĕ. Хывнă чухне çапла каласа хываççĕ: пил ту, (ят) ачам, сана асăнса килтĕмĕр, пурăр та пил тăвăр. Ватти-вĕтти, пурăр та (ят) туйне пырăр, пымасăр пĕри те ан юлăр. (Çиччĕш). Чăв. 31. Атя туя! Так зовут покойника на поминки. Ib. Ахаль ташламасăр, юрламасăр тăрсан (на поминках), вилнĕ çынсем ирĕк илеççĕ, тет; вăлсем ташлаççĕ, юрлаççĕ, тет; çав кама пумилкке тăвакан çынна хĕнеççĕ, тет: санăн туйă çапла-и? Ни юрлакан çук, ни ташлакан çук, тесе. Çавăнтан пĕртте ахаль тăмасăр ташлаççĕ, юрлаççĕ. || Празднество. СПВВ. ФН. Ака туйĕ — тырпул праçникĕ. См. ака туй. || В перен. знач. Туперккульос З2. Чăваш çынни театтăра та юратать, анчах ăна вăл туй е камит тет. Альш. Вăл (коновал) кунталла киле-киле каят: ĕçне тăват та, ĕçсе, ӳсĕрĕлсе туй туса каят. || „Собачья свадьба“. Курм. Йытă туйĕ. Орау. Йытă таçта çухалчĕ-ха, туя кайнă курнать. || Узел. Шигали. Чĕр туй, живой узел; вил туй, мертвый узел.

туй ӳкерекен

тот, к кому заезжает жених до приезда вдом невесты. КС. НАК. Унта (в доме жениха) вĕсем (свадебные парни) кăшт сăра ĕçкелеççĕ-ĕçкелеççĕ те, ялĕнче туй ӳкерекен çук пулсан, хĕр ялне тухса каяççĕ, туй ӳкерекен пулсассăн, малтан ун патĕнче ĕçкелеççĕ те, тин вара хĕр ялне тухса каяççĕ. Собр. Каччи виçĕ лашаллă кӳмен ларчăкĕ çине ларса сăхсăхсан, килĕнчен тухса туй ӳкернĕ çĕре каяççĕ. Кĕрӳ хĕрĕ патне кайма тухсан, малтан хăйсен кӳршинчи пĕр-пĕр çын патне кĕрет, ăна: туй ӳкет, теççĕ.

туй матки

то же, что туй арăмĕ. Мусир. N. † Урамра выртакан çĕрĕк-çарăк çăпатана туй матки пушмакĕ тунăсем (= тунă вĕсем).

туллăх

полный, переполненный до краев. ЧП. Атăлĕсем туллăх, ай, пулчĕ те, каçаймарăм леш енне. Ib. Атăл туллăх юхнă чух. Буин. † Атăлĕсем туллăх та, шывсем сулхăн, ишес пусан, епле те ишем-ши; уйрăмах та çуралса, пĕрле ӳссе уйăрăлас пусан, епле те уйăрăлам-ши. Альш. Кăçалхи çул шыв пит туллăх, çырансем епле чăтрĕç-ши? || Достаток, изобилие. Менча Ч. Тĕкĕнчен, çăмĕнчен (скотины) те пулин (также?) туллăхне парăсăнччĕ, тет; пăхĕнчен те пулин самăртăсăнччĕ. (Моленье „чӳклеме“). N. Вĕсем санăн çуртăнти туллăхпа тăранĕç. N. Çак çуртăн туллăхĕ. || В изобилии. N. Туллăх парать, дает в изобилии (мĕн кĕленĕ, çавна). N. Çыншăн хута кĕрсе хăй çине шанчăк илни туллăх тăракан çынсенех пайтахăшне тĕп тунă. || Полностью. Регули . Толлăхах (толмалах) сапларĕ.

тум

том, одежда, костюм. Изамб. Т. Унăн тумĕ аван. Альш. Ман тумланма тум çок. Баран. 5. Хуçа арăмĕ хура куçлă, шурă питлĕ, çап-çамрăк, лайăх тумне тумланнă. ЧП. Тум тăхăнакан çулта шăнман. Ст. Чек. Шыва кĕтĕмĕр те, ман Хăрхăм ман тума тăхăнса ячĕ, манран малтан шывран тухса (тарчĕ). Тим. † Шурă калпак ярапи пыл çинче, пуян хĕрĕ-ывăлĕ тум çинче. Юрк. Тумланнă тумĕсем ытла илемлĕ пулнă (у них). N. Темиçе пин çын пит илемлĕ тумĕсемпе вĕсем тавра йĕрки-йĕркипе тăнă. Альш. Мĕн пур илемлĕ тумне тумланса хваттерне пуçтарăнаççĕ. (Хĕр сăри). N. Ытлашши ан иртĕн тум пулсан. Изамб. Т. Исампаль çыннисем тумĕсенчен тĕлĕнсе тăраççĕ. Капк. Вăл ăна (жену) сыватма йĕрсем йĕрленĕ. Анчах, йĕрри ун питĕрĕнсех пынă. Таса йĕр çине пылчăк тум тытнă. || Сбруя лошади. Юрк. Тумлантарнă тумĕсем: пукрешкелĕ хăмăчĕсем, чĕн кутлăхĕсем, чĕн йĕвенĕсем, чĕн тилкеписем, туртисем, пĕккисем — пурте йăлтăртатса анчах тăраççĕ. || Кн. для чт. 163. Пĕр-пĕр шапана пысăкрах хурт çăварне лексен, вăл ăна малти тумсемпе тĕртет. || Красота (жизни). Ир. Сывл. 39. Пурăнăç тумĕ — умăм пулчĕ.

тумлантар

(тумландар), одевать, наряжать. Ст. Яха-к. Вĕсем лашисене пĕтĕмпех тумлантараççĕ: çилхи-хӳрисене хĕрлĕ пурçăнсемпе çыха-çыха яраççĕ. (Çăварни). N. Паян тумлантараççĕ те, ыран вăрçа каймалла, тиççĕ. Юрк. Эпĕ ăна пит лайăх кăна тумлантарса çӳрететĕп. Изамб. Т. Авланакан качча хăйсен килĕнче, кĕлетĕнче, тумлантараççĕ.

тунка

(туҥга), пятно. См. тумха. Кан. Паранкă çулçисем çинче кăшт хура тункасем тытăнаççĕ. Çанталăк уяр чух çав тункасем часах типсе каяççĕ. Çанталăк йĕпе пусан, вĕсем пысăкланса пыраççĕ те, паранкă çулçине пĕтĕмпе пăрех хупласа илеççĕ.

тунсăх

тонсăх (тунзы̆х, тонзы̆х), состояние скуки, употр. чаще в ф. дат. п. в нар. смысле: в охоту. Зап. ВНО. ЧП. Инçе çĕрте пĕр тăванăм пур, калаçаттăмччĕ пĕрре тунçăха. Микушк. † Пӳртĕр çумĕнчен çул иртет, тунсăх мар-тăр шăнкăрав сассинчен. Час-час килетĕп, час каймастăп, тунсăх мар-тăр эсир пиртен. N. † Пӳртĕрсем çул хĕрринче, тунсăх мар-тăр шăнкăрав сассинчен; ир те килеп, тăван, каç та килеп, тунсăх мар-тăр эсир ман сасран. СПВВ. Инçе çĕрте пĕр тăванăм пур, калаçаттăмччĕ пĕрре тунсăха. Хурамал. Çуртăрсемех çӳлĕ, урамăрсем аслă, тунсăх мар пулĕ шăнкăрав сассисем; иртсех те килеп, каç та килеп, тунсăх мар пулĕ, тăвансем, эп сире. N. Вăл кĕнекесем пире пит тунсăх, çавăнпа эпĕ вĕсене тем пек ĕмĕтленсе тăратăп. N. Хура çăккăр мана тунсăх (я долго не ел его с наслаждением). Орау. Вĕсем, нумайранпа аш çименскерсем, тунсăха путенесене пит нумай çинĕ. Сред. Юм. Тонсăха пĕр апат йорать ô. Изредка ладно и это кушанье. Альш. Тунсаха юрат. Сред. Юм. Тонсăха пĕрер апат тинкĕле те йорать. || Скука, тоска. N. Килĕшĕн хытă тунсăха ернĕ. Очень соскучился по дому. || Скучно. N. Пурăнма тунсăх, теме пуçларĕ, ача килтисемшĕн тунсăхлать, курăнать.

турă

, торă, (туры̆, торы̆), бог, божество. Магн. М. 62. Çорт çоратакан торă, ывăл-хĕр çоратакан торă, тырă-пол çоратакан торă, выльăх-чĕрлĕх çоратакан торă, мол çоратакан торă, хорт çоратакан торă, хорç антаран торă, çут кӳлте выртакан торă, торта торри, çут-çанталăк çоратан торă, чун çуратакан торă и мн. др. Качал. Кăвак сухаллă старик, çакă турă пулнă, тит. Шурăм-п. Тыр акакан турра хăтарни. Ĕлĕк пĕр çын уйра (хирте) тырă акнă, тет. Ун патне турă чупса пырса пытанмалли вырăн ыйтнă. Тыр акакан турра вăрлăх пурки айне пытарнă. Вăрлăх пурки çине тăпра муклашки хунă. Турă тырă акакана вăрлăх пурки айне кĕрсе ларас умĕн: эсĕ ку тырра вырма ыранах кил, тенĕ. Тепĕр кунне, турă каланă пек, вăл ани çине çурлапа тырă вырма пынă. Ĕнер çеç акна тырă турă каланă пек пулса çитсе хумханса çеç ларнă. Çавă тырра вырма пуçласан ана çине усал чупса çитсе тырă выракантан: эсĕ çакăнтан турă иртсе кайнине курмарăн-а? тенĕ. Тыр выракан: çакна акнă чух курнăччĕ, тенĕ. Вара усал: эй, ĕнтĕ уна халĕ хăваласси те çук, питĕ аякка кайнă ĕнтĕ вăл, хăвса çитесси пулмарĕ-çке ĕнте ăна, тенĕ. Турă вăрлăх пурки айне пытаннине асăнса хăшпĕр чăвашсем тăпра муклашки хуркаланă. П. Федотов. Ĕçлекен алли çине турă сысман, тет. (Послов.). Ивановка. Вĕсем тата шухăшланă: кашни япалана пăхса тăран хăйĕн турăсем пур, тенĕ. Вăт-кăвартан пăхса тăраканни, выльăх-чĕрлĕхе пăхса усраканни, тата урăххисем те, çак турăсене пăхса тăраканни атте турă, тенĕ. Тата кашни кил-çурта пăхса сыхласа тăраканни пĕр турă пур, тенĕ, ăна хĕрт-сурт тенĕ. Çак турра, çиме тесе, сайра-хутра кăмака умне пăтă лартнă. Пăтă лартнă чухне пурт-çурта пит лайăх тасатнă, кил-хуçисем шур кĕпе-йĕм тăхăннă. Çакна хĕрт-сурт пăтти тенĕ. Собр. † Аслати аватать, çиçĕм çиçет, туррăн турă лаши (вар. тьыхисем) кĕçенет. Ib. Турра ан асăн, сăмсунтан юн юхĕ, теççĕ. (Послов.). Альш. Темшĕн чăвашсем турра ĕмĕрне те пуян тесе, мĕн тесе туман; ялан мĕскĕн, ыйтса-пуçтарса çӳрекен ватă старик пек туса ĕненнĕ. Ст. Чек. Усал: юратнă йывăçна, юратнă çуртна, юратнă çыннăна, юратнă выльăхна кĕрĕп, тесе калат, тет. Турă: кĕрĕсĕн, нимĕн те шеллемĕп, пурне те çапăп, манăн пурте хамăн, çапсан та, пурне те хам илеп, тесе калат, тет. (Из сказки). Орау. Тăрсан-тăрсан, туррине те çӳлтен сĕтĕрсе антарĕç (т. е. люди стали очень хитроумны). КС. Турă пăр çине анни (на лед). Собр. Йăлхавăн турри çывăхра. (Послов.). N. Турă пит çӳлте, патша пит аякра. „До бога высоко, до царя далеко“. (Старин. поговорка). || Святой М. В. Васильев. Илья пророка пирĕн енче папай алттарса çиçĕм çиçтерекен торă, тенĕ. Тăта çăмăр шывне те пĕлĕт çине çавах лашапа торттарать. Илья пророкăн çăвĕпе шыв торттарнăран лаши час ватлать, тенĕ. Çавăнпа ăна çăмăр чӳк тунă чух ĕлĕк лаша панă. || Выражается восхищение или возмущение. Трхбл. Эй турă-турă, хырăм ай шурă. (Присловье, говорят ни к селу, ни к городу, когда нечего говорить). Бюрг. Ах турă кусене (ах чтобы их)! Хырăмĕсене тăрантараймаççĕ, вĕт, çаксем? Часрах ăсатса ярăр (шептание старух при входе священника). || В чувашизмах КС. Турă куртăр, брань. КС. Турă куртăр — проклятие („пусть бог принесет чувствительный вред“). Слеп. Торă пĕтермен; торă татман пуçна; торă татса кайман. Цив. Торăран килешшĕ; торăран килмен пуçна, торăран килтĕр, торран килменскер! (брань). Тюрл. Ах тора çапашшĕ, тĕнкене хăртрĕ, тет (тертленсе калать). N. Торă çапманскер! Хăççан торă пуçна çапса кайĕ-ши? Хорачка. Торă чоклатăрай сана хăнча полин та. Ядр. Торă çапаш, торă таташ, торă чохлаш (пусть припомнит). || Икона. Коракыш. Ха, пирĕн паян çĕн турă илнĕ нихак, тет. Сред. Юм. Турăпа çӳренĕ чухне ватти-вĕтти мĕнĕпех хыçалтан çӳреççĕ. Абаш. Пăхăр торă топнă (медную икону). Янтик. Турăпа çӳреме тухнă (ход с иконой).

туртулă

(-дулы̆), туртуллă, родственный, близкий. N. Вĕсем мĕнле халăхпа туртуллă пулса пĕрле пурăннине, вĕсенĕн пурăнăçне, ăсталăхне, пурăнăç йĕркине, пурăнăç тытăмне, тĕнне-шухăшне — пурне те пĕлме пултаратпăр. N. Пирĕн ĕлĕкех вилнĕ аслаттемĕрсемпе тăванăмăрсене, пирĕн ытти туртулă хурăнташ-ăру çынсене.

турса ил

притягивать, стягивать, тянуть. О сохр. здор. Вăл пĕренесем (стены) сивĕ пулаççĕ те, пирĕн ӳтри ăшша нумай туртса илеççĕ. Ib. Ун пек çĕре тăпра тултарса йывăçсем лартма кирлĕ, вĕсем вара тымарсемпе ӳснĕ çемĕн шурăри нӳре пĕрмаях туртса илеççĕ. N. Туртса илсе çĕлеп. || Отдернуть. Орау. Аллине туртса илчĕ. Отдернул руку. Çутт. 80. Пӳрнене темĕскерле туртса илчĕ те, хăранипе кăшкăрсах ятăм. || Отнять, отбить. Орау. Ак арăмна туртса илĕ-ха (отобьет). || Прицепить. Сĕт-к. Эп çеклĕпе виç паломми тортса илтĕм. || Оболакивать (об облаке). || Принять на себя. N. Хăй çине туртса илнĕ. Принял на свой счет. || Курнуть.

турттар

понуд. ф. от гл. турт; возить. N. Турттар (не людей), но: кунĕпе вилнĕ (или: вилĕ) çын (или просто: виле) турттарап. Якейк. Паршăпа тырă торттараççĕ. На баржах возят хлеб. Ib. Проххотпа çын торттараççĕ. На пароходах возят народ. СПВВ. НН. Тăвар турттарма кайнă тени — вилнĕ, тенĕ сăмах. Вăл нумай пулат тăвар тиеме кайнă тени — вăл вилни нумай пулат, тенĕ сăмах. N. Йывăççисене каскаласа пурне те яла турттарнă. ЧС. Хăй ытла мăнтăрах та марччĕ те, çапах хăй туртас ăлава ытти лашасене турттармастьчĕ (лошадь). Регули 349. Вăлсам мана лашана торттарса килнĕ. N. Вăл тавар турттарса килчĕ. N. Кам сана кĕлтӳне турттарса пачĕ? Кам сана уттуна киле турттарса пачĕ? Пур йывăр япаласене кам çине хурса кӳрсе килтĕн? N. Тырă вырса пĕтерсен, тапратаççĕ вĕсем кĕлтесем турттарма. N. Вĕсем пек крапаллă коляскăна кулĕнеççĕ те, çынсене лартса турттарса çӳреççĕ. || Обтягивать, натягивать, шиновать (колеса). N. Урапана малтине шина турттарăр. Сред. Юм. Орапана торттарасчĕ. Кан. Куçĕсене тутăрпа урлă турттарса çыхса çуреççĕ. || Покрыть (шубу). N. Эпĕ кĕрĕке пуставпа тул турттартăм. || Взвешивать, вешать. Чув. Календ. Эпĕ кайран шăрчăкĕпеле кăткине турттарса пăхрăм та, шăрчăкĕ кăткинчен 60 хут йывăр пулчĕ. N. Турттарса кĕр. Орау. Эпĕ паян хама-хам турттарса пăхрăм та, тăватă пăт лапах туртрăм. N. Пассажра темскерле тараса çинче хама-хам турттарса пăхрăм та, пилĕк пăт туртрăм! Ах тамаша, эп хама ун чул туртимастăп пуль тесеччĕ. || Тянуть, заставить тянуть. Яргуньк. Улăх хăмли ума пак, ура хырăмĕнчен турттарать.

турханти

(турhан’д’и), назв. духа. (Ему варят пивов маленьких кадочках, бросают свечи, яйца, хмель, солод, в лесу и оврагах. Он будто бы появился после киремети). Шарбаш. Б. Яныши. Çав вăрман патĕнче Торханти ятлă киремет. Около того леса находятся киремет по имени „Торханти“ || Назв. обряда. Шурăм-п. Çуркунне юр кайса пĕтрĕ. Сăртсем симĕсленчĕç. Хура вăрман та симĕсленет. Ачасем сурăхсампа (çитерме) çӳреççĕ. Ах унта питĕ аван-çке! Ачасем выляççĕ, кулаççĕ. Эпĕ те унта пĕчĕкçĕ чухне çӳреттĕмччĕ. Пĕре кив улича вырăнче çитерсе çӳренĕ чухне, пĕр ватă карчăк вăрмана кайнине куртăмăр. Аллинче унăн темĕскер пур. Çта каять-ши вăл капла? Пысăкрах ачасем ăна та пĕлчĕç: турханти пăрахма каять, терĕç. Ачасенчен нумайĕшĕ ун хыççăн вăрттăн чупрĕç. Эпир пилĕк-улттăн анчах юлтăмăр. Пире пĕчĕккĕрен сурăх пăхма хăварчĕç. Карчăк вăрманта пĕр тĕмĕ кутне чăрпуçланса ларчĕ, тет те, аллинчи тутăрне салтма пуçларĕ, тет. Ун ăшĕнчен хулен çăмарта, чан пек япала, хăмла, салат, çурта тухрĕç, тет. Салачĕпе хăмлинчен чан пек япалишĕнче сăра тунă пек пулчĕ, тет. Çуртине лартса кĕл-тăва пуçларĕ, тет. Кĕл-тусан, кĕл-тусан, ку япаласене пурне те пăрахса килелле уттарчĕ, тет. Вăл вăрмантан тухнине эпир те куртăмăр. Ун хыççăн турхантие кĕл-тунине курма кайнă ачасем çĕмĕрĕлсе тухрĕç. Пĕри çăмарта йăтнă, тепĕри çурта. Ачасем карчăка: çта кайса? тесе кăшкăраççĕ. Карчăк нимĕн те чĕнмест. Чĕнсен, турханти çырлахмаçть пулмалла. Турханти тутрисем пирĕн патра çырмасенче, вăрмансенче халĕ те курăнкалаççĕ. Вĕсем пурте кивĕ. Унтан эпир Турхантие халĕ кĕл-тумаççĕ теме пултаратпăр. Ĕлĕкрех эпĕ те çырмара çуртасем куркаланаччĕ. Халĕ çук. Хăш чухне ачасем ĕлĕк укçасем те тупкаланă, тет. Кукаçи: чиркĕве кайнă чухне пĕрер уçă турханти çурти илсе каяттăмччĕ, тет. Турхантие халĕ пуççапмаççĕ. || Имя человека, который выдумал культ „торганди“. Шарбаш.

тус ту

подружиться. Тим. † Тимĕрçенĕн ачи сарă ача, савса тус тăвасси пулмарĕ. N. † Куштан хĕрне тус турăм: кайĕ тесе, чунăм çук, пырса илме мулăм çук. Альш. Ку юлашки çĕр (вечером 16 июня) тус тунисен калаçмаллисем нумай. Ib. Çитет çăварни, çитет мункун. Мункунта каччăпа хĕр тулта, урамра, тус туса хăвараççĕ вара вĕсем, çула пĕр-пĕринпе выляма. Çитет ĕçрен пушаннă канлĕ вăхăт: каччăпа хĕр вылят вара. Вăл çавăнпа вылят, вăл кунпа вылят, тет каччăпа хĕр пĕр-пĕрин çинчен. Туслашса çитеççĕ. Çитеççĕ уллахсем, пулат Пукрав, Касански, Миххайла, Микула. Каччă çӳрет савнă хĕрĕ патне. Çапла пĕр-ик çул пек вылят-вылят та, илет-ярат хай хĕре вăрласа. ПВЧ 107. Ял хĕрĕпе тус турăм та, качча каясран чунăм çук. Янш.-Норв. Ахаль те хĕр тенĕскер, пĕр-пĕр арăма тус тусан, хăй тусĕпеле амăшĕ пекех пурăнать: мĕн пĕлменнине унтан ыйтать, унпала яланах пĕрле выртса-тăрса пурăнать. Микушк. Ялти сарă ачана тус турăм (подружился с красавцем-парнем), савăна-савăна калаçма. Кĕвĕсем. Сарă хĕре тус турăм, çак вăйăра выляма.

тустар

, тостар, (тустар, тостар), приводить в беспорядок разметать, расшвырять, разбрасывать, раскидать, перебутырить. См. тус. N. 1) Тусана, пăраха тустараççĕ; 2) тустарас — кирек мĕн япалана арпаштарса, аркатса пĕтерес; З) пробирать, навести страх, трепет. Шел. 62. Ак çамрăксем тухаççĕ тутăр-сурпан пуçтарма, çĕнĕ-çынсем арчипе çӳпçисене тустарма. Ау 18. Анне! эпĕ пĕр лав укçа тиесе килтĕм, эсĕ çӳçне-пуçна тустар, питне хăрăмпа хурат. Тайба-Т. † Шурти шурă тăмана тĕкне-çӳçне тустарнă; йыснаçăмах çарă пур, çӳçне-пуçне тустарнă. Ст. Чек. Тустарасси çăмăл та, пуçтарасси пит йывăр. N. Вĕсем ытти проектсене мĕнле тустарни çинчен каласа кăтартнă. N. Çав хĕрсем пурте çара-уран, йӳне-пилĕк, çӳçне-пуçне тустарса, пуçне ухса, ăйăрсем пек кĕçенсе, сиккелесе пыраççĕ. || Бушевать (о пурге). Ст. Шаймурз. Хиртеех те тăман тустарат. Баран. 161. Пĕр чарăнмасăр вăл темиçе кунччен тустарать (буран). Ашшĕ-амăшне. Ав тăман епле тустарат. || Поднимать пыль. Цив. Тусан тустар. Ib. † Аслăях çулĕ çинчи, ай, тусана ямшăках тустарать; пирĕн пек çамрăк ачасене ялтиех куштан тустарать. Бугульм. † Аслă урамăн тусанне, кил, тустарар пар утпа; ял-ялĕнчи хĕрсене, кил, тустарар каччăпа. || Ездить быстро. Альш. Çӳреççĕ вара лешсем çил пек тустарса, утсем çине утланаççĕ те (подпаски). N. Вăт кайăкпа тилĕ каяççĕ, тет, тустарса: тилли пĕр енелле, кайăкĕ тепĕр енелле. Пазух. Хусахсем утланнă ырă ут ялан тумхах çинчен тустарать. || Опустошать, разорять, разрушать. Баран. 201. Французсем Россияран хăйсем тустарса килнĕ пушă çулпах каялла тухса каймалла пулнă. || Размотать. Тюрл. Çав çын ман япаласене тостарчĕ (размотал). || Размотать. N. Кулаксем колхоза тустарасшăн. || Обижать. N. Семйĕне ан тустарса çӳре. Якейк. Тос, тос, тостар, пистер; ерпес, ерпес, ерпесле, ялан котран тапса сиктер, тос ачакла, тосикла. (Сăвă). || Делать что-либо (метаф.). Кама 80. Паян икĕ машшинпа кăнтарлаччен 7 гектар тустарса ывăтрăмăр. Епле пек, е? Пултаратпăр-и? || Ругать сильно. Альш. Лешсем тухса кайсан, тытăнат та ку тата тустарма: мĕн пур, тесе. ГТТ. Тустарса пăрахрĕ. || Обыскивать, производить обыск.

тутăр-шăрçа

платки и бусы (женские украшения). Ск. и пред. чув. 51. Акă вĕсем Мăншура лавккисене лартрĕçĕ; ăшĕсене йĕри-тавра тутăр-шăрçа çакаççĕ.

тух

, тох, выходить, выезжать. N. Краснов алкумĕнчен тухнă, тет; мĕнпе çывăрнă, çавăнпа анчах тухнă, тет, пĕр япала та кăларман, тет. N. Уçланка тухрамăр. В. С. Разум. КЧП. Эпĕ пĕр пашалу илтĕм те тухрăм. Я взял одну лепешку и вышел (но: илсе тухрăм — вынес). Кан. Аçтăрхантан юлашки прахут октябĕрĕн 14—15-мĕш числинче тухмалла. N. Ачасем, ăрамра шыв тухсанах, тула тухаççĕ те, каçчен те пӳрте кĕресшĕн мар. СТИК. Ыран ута тухмалла çынсем çависене туптаççĕ. Люди, которые должны завтра выйти косить сено, заправляют косы. ПТТ. Ваттисем ахаль каламан пулĕ çав: çын тухиччен туха пĕлмест, тухсан кĕре пĕлмес, тесе. Токшик. Тула тухасран тухас килет. Истор. Ольгă çыннисем тухакана пĕр вĕлерсе тăнă. N. Çула тухсан тин мана калаçма ирĕк пулчĕ. Шел. 101. Тухман чун, сӳнмен вут, тенĕ пек, халĕ эп. N. Тух тула, сыс пӳрте. (Шутка). Яжутк. Тухĕç халĕ утсампа, çуха тарне кăларапăр. В. С. Разум. † Пусма умĕнчи вĕрене тухмассерен вĕрентет; ăна пĕлнĕ пулсассăн, тата саккăр лартăттăмччĕ. N. Вăл унта тухнă та, сасси тухнă таран: мĕн тăватăр эсир кунта? тесе питĕ хытă кăшкăрчĕ. Изамб. Т. Акă çул ялтан тухать, çавăнпа тӳрех каймалла. Çутт. 62. Хăйăр тухакан вырăн. N. Эсир ман ăшран та тохмастăр. Чув. пр. о пог. 275. Çĕлен-калта хĕвеле ăшăнма пит нумай тухнă пулсан, çăмăр час пулать. Если очень много змей и ящериц выходит греться на солнце, скоро будет дождь. Янтик. Çуркунне тула тухнăçеммĕн тухас килет (кунсем пит ăшăран). Ib. Тухман çын, человек ни разу не выезжавший в период какого-нибудь времени; говорят, если он выедет, то обязательно будет буран или дождь. N. Тухман çын утсем патне тухсан, çумăр пулать. Сред. Алг. Эпир ялтан тухас çук, ăс кĕмесĕр ан илĕр. || Т. VI. Вилнĕ çын куçне уçса выртсан, çуртран тата тухасса, теççĕ. || N. Пасара тырă тухми пулчĕ (тухма чарăнчĕ, привоз прекратился). || Выходить по счету, оказываться в должном количестве. N. Кĕлте тухмарĕ. Толст. Апат çиес умĕн амăшĕ çливисене суса пăхнă та, пĕр çырли тухман. N. Ну вăкăрри те (и бык-то...) питĕ мăнтăр пулнă, тет. Ашĕ хĕрĕх пăт тухрĕ, тет, çăвĕ вăтăр пăт тухрĕ, тет. N. Вара мĕн пур пухнине пурне те çапнă та, унăн çĕр пăта яхăн урпа тухнă (оказалось, вышло). N. Пĕр пилĕк-олтă пăт тохатьчĕ полĕ. || Причитаться. N. Халĕ кăштă укçа пур-ха, Праскура ĕкесем хуса кайнипе 1 т. 50 п. тухать. Вишн. 59. Эсир: ĕçленĕ чух пиртен нумай япаласем тухаççĕ те, çавăнта эпир туртăнатпăр, тенине илтнĕччĕ. || Расходоваться. N. Вара санан уччитлĕри шалу тухмас пулĕ. || Вылетать. ПВЧ 120. Атте килĕ, ай, сала пак, сала-кайăк, ай, тухас çук. || Выплывать. Орау. Çурхи шыв тулăх пулмарĕ кăçал, çавăнпа шывсем ăшăххипе сулăсем Атăла тухиман. || Вытекать. ПВЧ 95. Юман касрăм, ай, пыл тухрĕ, çăка касрăм, ай, çу тухрĕ. Альш. Шăнкăр-шăнкăр шыв юхат, шăнкăртăм хирĕнче çăл тухат. || Истекать (о сроке). N. Çав ката (вăрман татăк) патĕнчи çĕрĕн пĕлтĕр, 1916 ç. срукĕ тухрĕ. || Впадать (о реке). N. Онкă çавала тохать. Онга впадает в р. Цивиль. Альш. Вăл кĕтесре Сĕвене Кăнла шывĕ юхса кĕрет. Кăнла шывĕ пысăк шывах мар. Шывĕ тухнă çĕртех, лапра, ялĕ ларат: Кăнла теççĕ. N. Вăл шыв Сăрра тухат. || Обнаруживаться, распространяться. Панклеи. Нумай та порнмарăмăр, пĕр икĕ эрнерен хай кам вăрлани тоххĕр (обнаружилось). || Образоваться. Ст. Шаймурз. † Хурамаран пĕкĕ аврăм, хĕвелпеле хушăк тухминччĕ. || Восходить (о солнце). Янтик. Эй, хĕвел, хĕвел! Юлашки кун сана пăхса юлатăп. Ĕнтĕ, эпĕ кайсан, эсĕ мансар пуçнех туха-туха (или: тухса) анса тăр. || Уродиться. N. Вăрлăхĕ те тухас çук. Чув. пр. о пог. 468. Çулла тĕтре пулах тăрсан, кăрăç нумай тухать. Если летом часто бывал туман, грибов уродится много. || Всходить (о хлебах). N. Калчасем тĕ ешĕл тухрĕçĕ. N. Тырăсам мĕле туххăрç? || О колосе. N. Ырашсем тата поç тохса тикĕсленчи вара? || Выйти замуж (украдкой). Юрк. Куç умĕнче сарă каччă, тухăп кайăп, мĕн тăвăн? Альш. Тимĕрсел чăвашне качча тухса (т. е. вăрттăн) килет, тет. || Выигрываться. N. Патша хĕрпе окçалла выляса окçа тохмарĕ — çилентĕм, тет Йăван. || Проходить. О земл. Çапла акнă хыççăн вăрлăх витĕнтĕр тесе, çийĕнчен сӳрепе анчах тухаççĕ. || Проходить (в дверь). || Приниматься. N. Çамрăкла ĕçрен юлакан ватăлла (ĕçе) тухать, тет. (Послов.). || Случаться (о пожаре). Шинар-п. Çавăн пек эпĕ астăвасса пирĕя ялта тăватă хут тухрĕ (пожар). N. Çа вăхăтра лапах манăн пиçмо тоххăрĕ. || Выгорать (о деле). Кан. Ну мĕнле? теççĕ пашелсем.— Мĕн мĕнли, ĕç тухмарĕ. N. Ăна тилмĕрсе мĕн тухасси пур. N. Эпĕ шухăшланипе ĕç тухмас ĕнтĕ. || Орау. Вăрман кăçан тухать сирĕн? Когда получите разрешение возить. Альш. Сирĕн кăçал вăрман тухат-и? Удастся вам нынче выхлопотать лес? || Скинуться. Панклеи. Попляканă çĕртех çак арçурин хĕреç тохнă-ӳкнĕ. || Выгружаться. Тайба. Т. † Атăлтан арпус тухат-ĕçке, тулса тухнă уйăх пек. || Выйти из употребления. N. † Порçăн тотăр полăтăм, эп хĕр поçĕнчен тохмăтăм. N. Пирĕн... юрамисĕре тухрĕç, улăштараççĕ çак хушăра. N. Арман тухрĕ, ун вырăнне пĕр çӳпĕ-çапă кăна тăрса юлчĕ. || Появляться. N. Вăл (корь) ачана анчах тухать. N. Çула ача чирĕ тухрĕ, тухтăра шыраса Ишеке çитрĕмĕр, Покровскине те çитрĕмĕр, хулана та çитрĕмĕр. || Проходить (о болезни). Нюш-к. Чир çыпăçнă чухне купи-капанĕпе килет, тухнă чухне йĕп çăрти витĕр тухать, теççĕ. Шурăм-п. Чир тухса кайрĕ. || Окончить. Иваново. Эпĕр хамăр ялтан тухсан, манăн двухклассный школа каяс килетчĕ. || Кончиться, заканчиваться, оканчиваться. Изамб. Т. Час-часах хĕлле, раштав типпи тухсан, ĕçкĕ ĕçеççĕ. Альш. Çĕнĕ-кассăн вĕçĕнче çӳлти эрет тухнă çĕрте. Ст. Письмерь, Ставр. Кăнтăрлахи кĕлĕ мункун кунĕ хĕвел тухас умĕн тухать. Альш. Хăят кунĕ (16 июня) каçпа тин хай кĕвĕ каласси чарăнат: уяв тухат вара. Ib. Михайла эрни тухсан, тепĕр эрне хушшинче. Ст. Яха-к. Çăварни тухса кайнă чухне çынсем пурте çăварния ăсатса яраççĕ. Бюрг. Мункун эрни тухсан ытларикун. Календ. 1904. Вара çăварни тухиччен эрнипех сĕт, çу, çăмарта, пулă анчах çиеççĕ. N. Эпĕ санăн çыруна илтĕм мункуя эрни тухнă кун. || Настаиваться (о чае). Альш. Чейĕ тухаймарĕ-ха. Чай еще не настоялся. || Проходить, проезжать по более узкому месту, напр., по лесной дороге, по улице, по засеянному полю и пр. Трень-к. Пирĕн Чăкăртан киле таврăннă чух пĕр вĕтĕ вăрман витĕр тухмалла. Разум. Пĕр çĕрте çĕнĕ çул (дорога) икĕ халăх çĕрĕнчен пĕрин витĕр тухса каймалла полнă (должна была). Богдашк. † Урамăрсем вăрăм, тухма çук. N. Эпĕ пĕр чăрăш тĕлĕнчеччĕ те, чăрăш витĕр тохса тивĕрĕ мана. || Прибыть, приехать. Сред. Юм. Кăш прахутпа тохрăн? На котором пароходе приехал? || Быть изобретенным. Шурăм-п. Пăрахутсем тухсан (были изобретены) та, çавăн пекех пулчĕ. || Подниматься. N. Мăрьесенчен паян кунĕпе тĕтĕм тухать? || Достаться. Бгтр. † Ой тутри, хĕр тутри, тутри хĕрĕн пулсассăн та, укçи хамра тухнăскер. N. Халăх çине тухрĕç (анасем). Ала 6. Шăпа ячĕç, тет: çав çĕлен урлă каçма кама тухать, тесе. Изамб. Т. Эпир, аван çаран тухнисем, пăсма памарăмăр (не позволили переделять). N. Сана та ним те тухас çук. || Явиться. Синъял. † Турă çырни тухаччен атте патĕнче пурăнтăмăр. || Появляться (об облаках, зверях и пр.). Кн. для чт. I, 15. Каçхине çумăр пĕлĕчĕсем тухнă та, çумăр çăва пуçланă. Синерь. Мĕн пирĕн палумия тухрĕ (что это такое появилось, что ест наши яблоки), тесе калать, тет, ывăлĕсене. || Скипеть. Орау. Вуник минут анчах юлчĕ, сăмаварне лартмастăп та ĕнтĕ, унччен тухаймасть вăл. || Вернуться. Орау. Хам укçа та тухмарĕ. Ib. Пушмака кĕркунне тенкĕ те вунă пус панăччĕ. Хакĕ тухрĕ-ши унтанпа? || Набираться для продажи. N. Сĕлĕ тохмас сотмалăх. Орау. Ку шăмата пĕр пилĕкçĕр хăяр тухĕ-ши? — Мĕн пилĕкçĕрĕ, пĕр икĕçĕр тухĕ. Наберется ли к субботе 500 огурцов? — Где пятьсот, ладно если наберется двести. || Спориться (о деле). Юрк. Ĕçĕ (у него) кĕсем урлă та тухмаст (не выходит, т. е. они ему ни в чем не помогли). Ib. Вĕсенчен кăна ыйтнипе нимĕн те тухманниие курсан, ку татах урах май шыра пуçлат. || В. С. Разум. КЧП. Пьесси те вĕсен кулăшлăрахскер, çавăнпа лайăх тухрĕ. || Чхĕйп. Тата тупăк тунă чух тухнă турпаса пурне те пуçтарса илнĕ те... (собирали). || Стать, сделаться (кем либо). Шорк. Олпута тохнă, попа тохнă. N. Асла тух, мухтава тух. Сред. Юм. Учитĕле тухнă. Доучился до учителя и служит учителем. Рукоп. календ. Прокоп. Начара тух, вĕте тух, вака тух. N. Эмелçĕ хăй пĕлĕвĕ тăрăх асла тухать. N. Санăн варлă çынну, санăн тусу тăшмана тухсассăн, сана вилес пек хуйха ӳкермест-и? N. Вĕсем типсе пĕтсе кайнă хăравçа тухнă, ялан айăплă çын пек тăраççĕ. N. Эсĕ мĕнле чина тухан? || Превращаться, обращаться. N. Аскăнланса çӳрекен çын çемйине тĕрлĕ усалтан сыхлас вырăнне хăй тăшмана тухать. N. Навуса тухнă, обратилось в навоз (о железе). || СРОВ. 11. Ухмаха тухнă-и-мĕн ку çын? Она сошла с ума? || Увольняться, оставить службу. N. Вăл вырăнтан тухатех, теççĕ. N. Халĕ эпĕ вырăнтан тухрăм, ĕçлеме юрамаçть. || N. Пĕр министр ĕçĕпе айăпа тухнă пулсан, вăл айăп ытти министрсем çине те ӳкет. || Потерять образ. N. Ну тулĕк эс этемлĕхрен тухрăн, саншăн кулянап. Микушк. † Çын хурланă пуçăма эс хурласан (обракует, обидит), тухать çамрăк пуç çынлăхран („теряет всякое достоинство и выходит из числа людей“). || Дожить. || Быть в обращении (о деньгах). К.-Кушки. Ку укçа тухнăранпа çичĕ патша улăшăннă. С тех пор, как эти деньги были в обращении, сменилось семь царей. || Ослушаться, перечить. N. Эпĕ хушнинчен ан тухăр. СЧЧ. Çемьесем кирек хăççан та аслин сăмахĕнчен тухни çук. N. Эпĕ каланă сăмахран ан тух. N. Вĕсем сăмахĕнчен тухас мар. || Происходить, образоваться. N. Çак вĕрӳçĕ сăмах тухнă вĕр тенĕ сăмахран. || Вылезать, выпадать. Орау. Пакшан пырши тухнă, тет, хăй çапах тепĕр турат çине сиксе ларасшăн, тет. Чураль-к. Çӳçрен ярса тытсассăн, çӳç тухмасăр ямаççĕ (парни). N. Ăйхинчен вăраничченех ăна пĕтĕм ăшĕ-чикки тухса ӳкнĕ пек туйăннă. Орау. Темскер мăккăли шалтан мăкăрлса тухать (выходит изнутри тела наружу). || Встречать. Сунт. Лисука илме тухакан пулман. || N. Эпĕ кăçал тыр вырма тухаймарăм, икĕ эрне питĕ йывăр выртрăм (лежала, хворала). || Собраться. Альш. N. Вăл хайĕн начар çара-çунине, начар кĕсрине кӳлнĕ те, кайма тухнă. N. Эсĕ каймаллах тухнă-и? Ты совсем собрался? || Приводить. ТХКА 51. Çак çул хамăр яла тухать пулас. Çак çулпа киле каяр. || Начинаться. Ачач 4. Нимĕç вăрçи тухиччен пĕр çирĕм çул малтан. || Употребляется в качестве вспомогательного глагола. Альш. Чăнах та ачи уйăрăлса тухат, е тухса качча каят. N. Ишсе тух, переплыви. Юрк. Тăрахтире кĕрсе лайăх яшкасем çисе тухат. О сохр. здор. Çапла вара пĕр чирпе хăш чухне ялĕпех чирлесе тухаççĕ. Артюшк. Вăл ту патне пынă та, лумпа çĕмĕрсе тухнă (пробил насквозь). Баран. 237. Çанталăк лайăх тăнă чух, çак çула ик-виç кун хушшинче ишсе тухаççĕ (проплывают). N. Кунта мĕн çырнине каласа тух. Произнеси (по порядку все те числа, которые здесь обозначены цифрами). N. Пухăва тухсан-тусан, хайхине пуянсем хутлăхне сĕтел хушшине кĕрсе ларма вырăн та пара пуçларĕç, тет. Орау. Пасар майĕпе кĕрсе тухсан-тусан тем пулĕ-ши: те парĕ, те памĕ ĕнтĕ ку вир-ял (деньги). N. Унта çапăçса кам мухтава тухин, ĕç халăхĕ мухтава тухать. Якейк. Кăк кăларнă чох, чакалтасан-чакалтасан, калаççĕ: халь кăк тоха пырать та-ха (корень при корчевании начал выходить). СТИК. Эп унпа кăшт калаçасшăнччĕ, темле тĕпелелле пăрăнтăм та, кайран пăхап — вăл туха кайнă. Микушк. Эпир пуснă вырăна тивлет пусса тухтăр-и? (Из свад. такмак’а). Изамб. Т. Эпĕ кĕмен! Вĕсем хăйсем вăрласа тухрĕçĕ. Кив-Ял. Емелкке кукăр туя илсе йыхăрса тухрĕ пухăва. Альш. Тепĕр тĕслĕ халăх: тутар, мăкшă, вырăс, хăйне ушкăн лара-лара тухнит (расселились). В. С. Разум. КЧП. Иртсе кайнă чух пирĕн пата кĕрсе тух. N. Пĕçерсе тухаççĕ. ТХКА 5. Аттерен уйăрлса тухнăччĕ. Янтик. Тăваткăл минтер, хăмаç пит, сарса тухăр сак тулли; çак Тимешĕн хĕрĕсене курса тухăр (е: юлăр) куç тулли. ЧС. Вара чӳклекен ăстарик пӳртри çынсене пурне те пĕрер курка сăра ĕçтерсе тухрĕ. (Ача ячĕ хуни). Ильмово. Вырăна çитсен, ăрам пек тăрса тухаççĕ те, такмаксем, сăвăсем калаççĕ. Юрк. Малтан çуна пуçланă çурт çунса пĕтиччен аллă-утмăл килле пĕтерсе те пăрахат (тухат). Истор. Пилĕк сахат хушшинче вĕсен мĕн пур карапне пĕтерсе тухнă. || Так гонят собаку. N. Тох, мар-тох (на собаку кричат). Тюрл. Тох! Пошла вон, цыма, тубо! (отгоняют собаку).

тухса ӳк

выпасть, вылететь. Никит. Икĕ малти шăл тухса ӳкес пек лăканаççĕ. N. Ман сылтăм алăн шĕвĕр порне шыçса пĕр сыппи тохса ӳкрĕ. Собр. Икĕ алăмра икĕ сулăм, пĕри тухса ӳксен, пĕри пур. || Быть выброшену. N. Эпир пĕр-пĕр тинĕс утти çине тухса ӳкмелле. || Вперен. см. N. Эпĕ сирĕн хота исен, воласа пăхрăм та, ăш-чик тохсах ӳкрĕ: çаратса карĕç, тесе çырнă та. N. Хамăн халĕ ĕнтĕ ман, кантур тесен, пĕтĕмпех сехрем хăпса тухса ӳкет. || Износиться. N. Унăн атти чыстах тохса ӳкнĕ, çара-оран пекех çӳрет. Пазух. Лăпсăр-лăпсăр çăпати кăçалхи çул тухса ӳкрĕ. || Исхудать. Яргуньк. Лаши анчах мăнтăрччĕ, тухса та ӳкнĕ (исхудала). || Дожить. N. Хамăр ялсам лайăх пурнăçа тухса ӳкрĕç. Юрк. Вăл çапах та пулин ĕçе паттăр çын, çуллен-çул çĕнĕ тырра тухса ӳкнĕ (у него хлеба хватало всегда до нового). Пухтел. Унпа тухса ӳкеççĕ вĕсем. С этим (хлебом) они смогут прожить до нового урожая. || Забыться. N. Кунта килсен, килти тухса ӳкрĕ. (Письмо). || НИП. Çĕркĕ лартăм та, пĕр сăвă тухса укрĕ. Вчера я сел и у меня написалось одно стихотворение.

тухса тар

убежать, сбежать. В. С. Разум. КЧП. Вĕсем пурте чӳрече витĕр туха-туха тарнă.

тухатмăш

, тохатмăш, тухатмĕш, колдун(-ья), ворожей(-я). Дик. леб З8. Сире тухатмăш панинчен епле хăтарас-ши манăн? Бгтр. Тохатмăшсем, пăсăмçăсем кĕçĕн çимĕк каç кайăксем, йытăсем, сыснасем, кошаксем полса, вил торпассисем, çăвасам çине пăсма каяççĕ, тет. Çав кон апат çимесен çăвая вил торпасне тимĕр карта çавăрсан: çав тохатмăшсене тытмалли, теççĕ. Сунч. Тухатмăш знает много тайных слов, которых обыкновенный человек не может знать, если он не откажется от любимого предмета. Чуратч. Ц. Ашшĕ е амăшĕ тухатмăш пулсан, пĕр-пĕр ачине вĕрентсе хăвармасан, çӳлти патшалăха кĕмеçт, теççĕ. Ахаль пулсан тухатмăшсем çĕр çинче пĕтнĕ пулĕччĕç, ашшĕсем вĕрентсе хăвармасан. Н. Седяк. Тухатмăш калăм каç, благовещение каç çӳрет, теççĕ. Камăн тулта шурă кĕпи-йĕмĕ пулать, çавсене юнласа çӳрет, е касса каять, теççĕ. Тухатмăш — усал сывлăшпа пĕрлешнĕ çын, ăна сыхлаççĕ çынсем, тытас тесе; вăл кушак, е йăтă пулса çӳрет, теççĕ. Çав кушак пулнă тухатмăша тытсан, вăл лаша пулса тапать, тет, ĕне пулса сĕкет, тет, е вут пулса çунтарать, тет; анчах вăл хăраман çынна нимĕн сĕен те тăваймасть, тет. Могонин. Тохатмĕш — пит нумай чĕлхе пĕлекен çын (язычник); вăл чĕлхипе темĕскер калаçать те, мăкăртатать те, хуне хăва курăнми полать, йытă полать, кашкăр полать, упа полать, тата нумай тем те полать. Шинар-п. Вăл каларĕ мана: вĕсем тухатмĕш, вĕсем хăйсем тухатмĕшле пĕлеççĕ, терĕ. N. Тухатмăш япала çине сăмах каласа çитерсе вĕлерет. Н. Троицкое. Тухатмăша çын курмас, тет, йытă курат, тет. (Сообщ. буинск.- чув.). N. Сана тохатмăш пăснă полмалла. Чхĕйп. Тата тухатмăш çынна хăй килне илсе пырать те: тархасшăн ман килтен усала тасат, тесе тархаслама пуçлать. Сĕт-к. Тохатмăш-карчăк, колдунья.

тӳ

(тӳ), толочь, дробить. Курм. † Атти орпи шор орпа, тӳрĕм-тӳрĕм — тĕш полмарĕ, тата тӳрĕм — тĕш полчĕ. Тайба Б. † Вĕтĕ-вĕтĕ кĕрпене килле ярса тӳрĕмĕр, çакă ялăн ачисе алăк хыçĕнче тӳрĕмĕр. || Мять (лен, конопель). Якейк. Эпĕр саккăрăн сӳс тӳрĕмĕр. Ib. Виç конта сӳс тӳсе пĕтерĕп, теп те-хе. Ib. Йăшлăн сӳс тӳме лайăх-ăçке. Изамб. Т. Тылланă сӳсе тӳсе арлаççĕ. || Рубить (капусту). N. Купăстана тӳсе шетнĕксене тăварласа хучĕç. || Крошить. Шибач. Тӳнĕ тапак, крошонка. || Бить. Карамыш. Тӳ = хĕне. N. Вĕсем ăна тӳнĕ. ЧП. Хĕр чуне саваççĕ, арăм чуне тĕвеççĕ. Якейк. Тӳвеççĕ.

тӳлев

(тӳл’эв), плата. А. Турх. Тӳлевĕ хаклă мар. N. Пиçмо çырнă чухне кăçта мĕлле тӳлевсем ыйтин çинчех çырах тăр. || Налог. N. Çĕр тӳлевĕ. N. Вĕсем çĕр илнĕ чухне тӳлев çуккипе улталанса, çĕр мĕн хака тăнине-мĕнне пăхмаççĕ. || Штраф. Кан. Хам ана çинченех тӳлеве кĕрсе ларас-и вара манăн? N. Тӳлеве килес çучĕн кĕтĕр, тесе. N. Пирĕн çие тăрса, пиртен тӳлев шырамалла туса хунă çырăва пĕтернĕ.

тӳпкеш

колотиться, биться. N. Вĕсем те тӳрĕ килсен, тупкешеççĕ иккен.

тӳпелĕ

достойный. N. Çапла вĕренсе вĕсем санăн ятна мухтаччăр, сан умăнта тӳпелĕ пулччăр.

тӳре

первоначально — предмет посвящения, потом — назв. духа. Юрк. Пĕр лаçăра шурă сурпан çакăнса тăрат. Унта укçа хутаççи çакнă, çавна тӳре теççĕ. Çав тӳре хутаççине пĕр чӳк хыçĕнчен килĕшпе выльăх-чĕрлĕхшĕн: сывлăх пар, тесе, укçа хумасан, тытат, теççĕ. Кĕсен-çăпан, юханлă чир çулăхат, теççĕ. Çавăнпала ăна кĕркунне, кĕрхи сăра иртсессĕн, пĕр çур яла яхăн пулĕ, укçа пырса хураççĕ. Ĕлĕк вăл хутаçра укçа пулсассăн, вĕсем ăна пĕтĕм ăратнипе пĕр çĕре пуçтарăнса çав укçапа пыл илсе йӳçĕтсе, çавна аçăнса темĕн чухлĕ юсман, вĕт йăвача пĕçерсе, каçхĕне çавна асăнса, чӳк туса çĕрле çĕр хута ĕçнĕ, теççĕ. Халĕ ĕнтĕ эпĕ астăвасса вăл хутаççа укçа нихăçан та тулман. Кам унтан хăраманни, çын курман чухне кĕрсе, эрех ĕçме илсе тухаççĕ, е ачасем выляма илсе каяççĕ. Пирĕн асатте, çунсан та, çав тӳрене пăрахман. Унăн укçисене йĕре-йĕре пухса каллех пĕр кĕлете хунă. Çавăн чухне вĕсем шухăшланă: салтакран çав тӳре çавăрса килчĕ, халĕ те çурт тума пулăшĕ, тенĕ. Çавăнпала ăна ун чухне вĕсем пĕтĕм ăратнипеле пуçтарса пĕр аван, икĕ хутлă (алçилĕ) кĕлет туса, çав кĕлете сурпанпа укçа хутаççине çакса хунă. Çав хутаççа укçине хунă. Пурăнсан-пурăнсан, импичче салтакран килсен, пирĕн аттесем вăл кĕлетрен сурпанпа укçа хутаççине урăх начар çăнăх лаççине çакса хунă. Халь те çав лаçра çакăнса тăрат.

тӳре-шара

администрация, начальники, чиновники. Истор. Вĕсем е кил-йыш терчĕпе, е тӳре-шарасем хĕсĕрленĕрен тарнă. Изамб. Т. Тӳре-шара килсе хĕссен, выльăхна та пулсан сутса куланай тӳлĕн. Халапсем 27. Ыранах кунта тӳре-шарана чĕнтерттерĕп.

тӳрем

ровный, гладкий; ровная местность. СПВВ. ВА. ТХКА 10. Атăл. Ку айкки сăрт, леш айкки тӳрем. || Плоский. О сохр. здор. Вĕсем (пуховые подушки и перины), çын выртсан, нихçан та яка, тӳрем тăмаççĕ, ялан путăк-шăтăклă пулаççĕ. || Прямо, напрямик, прямиком. СТИК. Сăмаха пит тӳрем перет. || Четвертая часть десятины. СПВВ. ВА.

тӳрĕ

(тӳрэ̆), прямой. ТХКА 59. Тата сирĕн тăрăхри ялсем тӳрĕ пушăтсене касса пĕтереççĕ. Апла çăка ӳсеймест, пӳртлĕх, кĕлетлĕх пĕренесем пулмаççĕ. || Честный, правдивый. N. † Тӳрĕ хĕре каччă сават. N. Анчах тӳрĕ, ăслă çынна, халăхшăн тăрăшакан çынсене суйлас пулать. N. † Тӳрĕ çын тӳрере: тӳрĕ пулса пулмарĕ, тӳрене кĕрсе пулмарĕ. Эпĕ тӳрĕ çинчен мана ылхансан та çитмĕ-ха. || Правый. || Прямо. Ст. Чек. Изамб. Т. Хĕрлĕ çырсене Елчĕке ярмаккана кайма çĕнĕ Ейпеçрен тӳрĕ. N. † Çӳл-ту çинчен çул анать, хапхийĕ тӳрĕ уçăлать. || Спокойно. В. С. Разум. КЧП. Вăл (аптраса) сценă çинче кулчĕ те, тӳрĕ тăмарĕ. || Мирно, дружно, согласно. Н. Байгул. Вĕсем арăмĕпе пит тӳрĕ пурăнайман. N. Ятне каламасан, тӳрĕ пурăнаймасть, теççĕ. Истор. Ашшĕ вилсен, вĕсем нумай тӳрĕ пурăнайман, час вăрçса пĕрне пĕри вĕлере пуçланă. N. Пирĕнпе тӳрĕ тарăр! Янш.-Норв. † Икĕ касă хĕрĕ тӳрĕ пулсан, выляма лайăх, теççĕ. Сенг. Эпир унпа пит тӳрĕ пурăнаттăмăр. Юрк. † Арлă-арăм тӳрĕ пурăнсан, ĕмĕр иртни сисĕнмес. || Состоящий в любовных отношениях. N. † Ман тӳррине илекен хĕне кайтăр хĕрĕх çул. N. † Каяйрасчĕ çав вăя, пирĕн тӳри çук унта. Шурăм-п. Çĕнĕрен тӳрри пур, теççĕ, çĕнĕрен тӳрри пур, теççĕ. N. † Ай-хай ача ĕлĕкхи тӳрри (ятне) пур, хапхи умне тăрса юлчĕ. (Свад. п.). Шемшер. † Шор шарăх порччĕ ман, çӳçи çокран çыхмарăм; ялта тӳрри порччĕ ман, мăн çын пĕлесрен порăнмарăм. Ib. † Ялта тӳрри порччĕ ман, кориман тăшман сивĕтрĕ. Никит. Марье тӳрри, друг, любовник Марии. N. † Сар ача çăмма ларсассăн: унпа тӳрĕ, ан тийĕр. N. † Эпир савнă туспа тӳрĕччĕ, тăшман пычĕ-сивĕтрĕ. N. Укçинепе тӳрĕ ача тӳртĕн тăрса макрать, тет. || Честно. Собр. Тӳрĕ пурăннине ним те çитмĕ, теççĕ. (Послов.). || Откроенно, прямодушно. Янш.-Норв. Упта вара лешĕ тӳрех калать, суеçтерме юрамасть. Собр. Тӳрĕ калан тăванне юраман, тет. (Послов.). || Без дела. В. С. Разум. КЧП. Тӳрĕ çӳреме анчах-ĕçке, ĕçлеме пĕре те пултараймасть. || Прямизна. Шурăм-п. Хĕвел тӳрре карĕ. || Правда, истина, прямота. N. Усал çынсем ăна тӳрре вĕрентнĕшĕн кӳраймасăр вĕлерттернĕ. N. Эпĕ сана тӳррине каласа парам. N. Кĕвĕсем. Калăрсамăр, тăвансем, чăн тӳрриие: сирĕн чунăр кама та пит савать? N. † Çын хурласан та, эс ан хурлан, пĕр тусăм хăй курĕ тӳррине. || Цель. N. Тӳрĕ кӳреймерĕ. Не попал в цель. || Назв. злого духа. Т. VI. Ехвер Иванин, Утан çитăрăн тур хаяр тӳрри... Сехтийĕн тӳрри... Михеле хурт лартнă çĕрти тӳрĕ. См. йĕрĕх. Ст. Чек. Ăш чирĕ тӳрĕрен. Микушк. Тӳрĕ, дух; чирлĕ çынна çав тӳрĕ лекмен-и? Тяберд. Тӳрĕ — усал. Т. VI. Учук тунă çĕрти тӳрри. См. кĕл-илен. Ст. Чек. Кĕсен-çăпанпа асаплан(тар)акан тӳрре. || Исцеление? Панклеи. Кăрмăша тӳрре каятăп. Опан котне колта-полта тунă (говорит медведь, у которого лисица исцарапала зад. Сказка № 9).

тӳркĕлли

назв. духа. См. тӳркӳлли. Орау. Тӳркĕлли, эсĕ те пулин вырăнта лара пулин пар. (Отрывок из неизвестной молитвы). Ib. Пĕр-пĕр хĕр хăй пĕчĕк чухне пуканесем тăвать; çав пуканесене качча кайнă çĕре илсе каять. Унтан вара вăл пуканесене юратнă хĕрĕсене парса янă, çавсемпе пĕрле йĕрĕх кайнă. Çав пуканесем çĕмĕрĕлмесĕр çичĕ сыпăка çитсессĕн, тӳркĕлли пулнă вара (от тӳрĕ — пĕлет йăнăшне, тӳррине, айăплине). Ib. Пĕр пуканене пĕр пăсмасăр çичĕ сыпăка çитиччен хĕртен хĕре парса ярсан, тӳркĕлли пулать (йĕрĕх). N. Тӳркĕлли, неумолимый злой дух (упрямый), которому в старину чуваши приносили в жертву гусей, уток и жеребят. Куклы, изображавшие зтого духа, помещались в кузовках, повешенных в лачугах чувашских жрецов-йомзей. Девица, выходя из такого дома замуж, непременно должна была, из опасения прогневить злого духа, взять для умножения его семьи одну из кукол. Впрочем, женихи избегали таких невест, даже богатых. Собр. Тӳркĕлли — ватă тутар, тет; вăл вара пĕр-пĕр çын кĕлетне кĕрет, тет те, ниепле те тухмасть, тет. Пирвай тӳркĕлли хуçасене пĕлмешкĕн тĕлĕкре ватă тутаррăн курăнса, хăй пурăнакан кĕлетне кĕрсе кайнă пек курăнать, тет. Унтан вара пирвай ашшĕне е çăпан (кăларать), е шыçтарать, тет; унтан ывăлĕсенĕн пуçĕсене кĕсен кăларать, тет. Вара ăна хуçи кăвакал илсе пăтăпа чӳклет, тет те, тин тӳрленет, тет. Çапла вара, пĕрре чӳк туса çырлахтарсан, хуçине пĕрре те тытмасть, тет. Тăрсан тăрсан, вара кӳршисене тыта пуçлать, тет. Хуçи вара: çав тытать, тесе, каласа ярать, тет те, кĕлете чĕрес çакса ярать. тет. Кӳршисем вара унта укçа кайса яраççĕ, тет. Укçи нумай пухăнсан, хуçи çав укçана пуçтарса каллах пасартан кулаç илсе чӳкĕ тăвать, тет. Хуçи тӳркĕллине çилентерсен, урине шыçтарса, вара виличченех тӳрлентермест, тет. М. Васильев. Тӳркĕлли был вроде (подобен) киремет хаярĕ (4 разр.). N. Тӳркĕллине тӳрлетме тьыха тытса пусмалла, терĕ. Тогаево. Тăта пирĕн ялта тӳркĕлли полнă, тет. Ăна вара е кăвакал, е хор, е тин çорăлнă путек пусса панă, тет. Çав тӳркĕлли çорçĕр çитсен вара тенкĕсем çакса ярса, шăнкăрт! шăнкăрт! шăнкăртаттарса орам тăрăшпе анчах çӳренĕ, тет. Халь çав тӳркĕлли çок, мĕншĕн тесен ăна халь никам та пăхмаç. Вăл тӳркĕлли, как хăйне пăхма пăрахсанах, кайран вара орам тăрăшпе макăрса çӳренĕ, тет, вара кайран просутăва (?) качча кайнă, теççĕ. ЧП. Тӳркĕллие тӳрлет (умилостивь). Янш.-Норв. Вĕсем хăш-хăш килкартинчи кĕлетсенче тӳркĕлли пур, тесе ĕненеççĕ. Çав тӳркĕлли çынна çăпан кăларать те, куçа пăсать, теççĕ; унтан ытла вăл çынна ниепле сиен те тăвамасть, теççĕ. Çăпанпа куçа тӳрлетес тесен, вĕсем юмăç патне каяççĕ те, юмăç каласа янă тăрăх тӳркĕлли кĕлечĕ умне е укçа кайса пăрахаççĕ, е нимĕрпе кайса чӳклеççĕ. Çапла тусан вара, тӳрленет, теççĕ. Кĕлетре тӳркĕлли пуррине вĕсем тĕлĕкре курса пĕлеççĕ. Ib. Пирĕн тӳркĕллине кĕлетре пурăнат, теççĕ. Йӳç. такăнт. 24. Есрел! Кив тӳркĕлли! Вилнĕ!

тăвăç

дело, работа. Шел. II. 62. Вĕсем çине пăхсан, чăваш хĕр-арăмĕсен тахçан авал-авалах алă тăвăçсем (рукоделие), çĕвви-тĕррисем темле чаплă пулни палăрса тăрать. N. Ал тăвăçĕ, работа.

тăван

(ты̆ван), родной (брат, сестра и пр.); родственник вообще. ПВЧ 101. Тăван тоти — пыл тути (йот çын тути — йон тути. Вомбу­-к). N. † Çӳлĕ кĕлет умĕнче шăнтăм, тăван, кĕрĕкне пар. Автан авăтать, тул çутăлать, каяп, савни, аллăна пар. Пазух. Эп килмĕттĕм, тăван, ай, çак киле, анчах пĕрле ӳснĕ те тантăшсем. Изамб. Т. Тăван çичĕ ютран усал тенине илтмен-им? Алешк. † Шурă тăван кăвак куçлă пултăр, куçран куçа пăхсан йăл култăр. Толст. Вăрманта икĕ пĕр тăван пур. Бреняш. учит. Ама-çурин валĕ валеçнĕ чух ютран тăваншăн алли кĕске, хăйĕнчен тăваншăн алли вăрăм. N. Ютă тăвантан хытă çыртать. (Послов.). Бел. Гора. Эпир сана, Маруçинка, тăвантан йăхăрăпăр. Собр. † Уçрăм-пăхрăм алкине, тăватă тăвансем лараççĕ. Ib. † Эпир килетпĕр çак килле, тăвантан тăвана шыраса. ПВЧ. † Эс таçтаччĕ, тăван, эп таçтаччĕ, явăçтарчĕ телей пĕр çĕре. Хора-к. Тăван тăвар тути калать. Юрк. Чӳнтертен тăван Иван çуралнă. Унтан тăван виçĕ ывăл пулнă. В. С. Разум. КЧП. Эх, тăванăм, эсĕ те çав ĕçе тунă пулмалла. Юрк. † Кайăк хурсем пыраççĕ картипе, кукăртан кукăра шыраса; эпир те килетпĕр çак киле, тăвантан тăвана шыраса. Ib. Ютран тăван, чужой человек; хамăртан тăван, свой человек. Ib. † Хамăртан тăван килсен, кукку çунатне сарса ярат. Ib. Çĕрккĕ тăван çĕр çулта, паян тăван пин çулта; çуллĕн вĕçен, çĕрĕн кусан, кутăн шăван, уранăн утан — пурсăмăр та çак хăта патне сăра ĕçме туя килтĕмĕр. (Такмак). Ст. Шаймурз. Эпир тăхăррăн пĕр тăван-тăр, теççĕ. Ib. † Эпирех те килтĕмĕр çак киле, тăванăн тăвана шыраса. Ib. Кăсене илме килнĕ кĕçĕн тăванĕ пилĕк тĕле пиллĕк сурат. Алешк.-Сапл. † Аппа, шăл урайне тасарах, пăхсан шур кĕленчен курăнтăр; тăван тусан, ту юлташна матурне, куçран куçа пăхсан йăл култăр. Сред. Юм. Тăван атте-анне, родные отец и мать. Ib. Тăван пиччĕш, родной старший брат. Якейк. † Йот çын тăвань (чужие) пырсассăн, яшка çупа пĕçереç; хамăр тăван пырсассăн, сив çупала пĕçереç. N. Вĕсем пĕр тăван, они сестры. N. Сысман пăх кута çыпçăнмасть; хăвăнтан тăван мар ача пĕрле пурăнмасть. (Послов.). Городище Б. Санпа пĕр тăвансем миçе? Сколько у тебя братьев и сестер? ЧС. Эпир хам тăванпа, Хветĕрпе, асаттене пĕрте юратмастпăрччĕ. БАБ. Ытти тăвансем пек çулталăк çурăра утакан пулас вырăнне, çичĕ çултан тин утакан пултăм. Юрк. Вăл халĕ сирĕн тăванăр мар, сирĕнпе те, пирĕнпĕ тĕ чăвашла калаçмаст. N. Атте хапхи тăпсине шăтрĕ-тухрĕ пĕр хурăн; çав хурăна кăçалхи çул касмасан: ĕмĕр ларĕ, тетĕр пуль; пирĕн атте-анне тăван хĕрне паянхи кун памасан: ĕмĕр ларĕ, терĕр пуль. (Хĕр йĕри). ЙФН. Пурçăн туттăр айĕ çине ылтăн кукку килсе ларчĕ. Хамран тăван килчĕ те, саркаланса авăттăрĕ; ютран тăван килчĕ те, пăчăрăна-пăчăрăна авăтрĕ. ЧП. Пирĕн аттен тăван хĕрĕ. КС. Юратнă тăванăм! Мĕншĕн эсĕ мана кăçал питĕ тунсăхлаттартăн? Эпĕ санăн çыруна кăçал хĕлĕпех чунтан кĕтрĕм. (Письмо к брату). Альш. † Эсĕ чĕнтĕн, тăванăм, эп чĕнмерĕм, çиленсе мар, тăванăм, вăтанса. Ib. Ĕнтĕ пĕр тăванăмăрсем, çунатăмсем, килĕре те килсессĕн, чысăр пур. N. † Тăван курки тăваткăл. || Рожденный. N. Ай-ай, куккук, чăпар куккук! Хамăртан тăван килсессĕн, мăйне пăрса лараят; ютран тăван килсессĕн, мăйне тăсса авăтать. ЧС. Ялан сутăн илнисем вилетчĕç, килте тăванĕсем вилместчĕç (лошади). СТИК. Ун ачи хăнтен тăван мар вĕт. Его сын не родной. Собр. Пирĕн аттерен тăван хĕрĕ. Ib. † Çӳлте вылят хурт амĕш, хăйĕнчен тăван çӳрисене уйрасшăн мар-и у? Ай пиччеçĕм, пичче, хăвăнтан тăван хĕруна епле уйăрса ярăн-ши? МД. Тăван атте, тăван аппа. N. Вĕсем икĕшĕ (медведь и попадья) пурăннă, тет, упаран тăван ача пулнă (у нее), тет. (Из сказки). Юрк. † Савнă тăванăм, хура куç, асăнат-ши, асăнмаст-ши асне килнĕ вăхăтра.

пĕр тăван

родной, родные братья и сестры, единоутробный(-е). N. Пĕр тăван та пĕр пулмаст, теççĕ вĕсем. Череп. Эпир пĕр тăван ачисем, двоюродные братья. Юрк. Аттепелен пĕр тăван ачисем, пиччесем, килнĕ; вĕсем те мана пит авлантарасшăн. N. Вăл килте иккĕн пĕр тăван хĕрсем пурăнаççĕ. Б. 1З. Эсир миçен пĕр тăван? N. Аттепе пĕр тăван аппа. N. Çавăнтан малалла кайсан, вăл тата иккĕн пĕр тăвана... курнă. N. Эпир çиччĕн пĕр тăванччĕ. ЧС. Пĕри Çумкка шăлĕччĕ (один был младший брат Сёмки), тата тепри çумкка ашшĕпе пĕр тăванин ывăлĕччĕ. Г. А. Отрыв. Эпир вуниккĕн пĕр тăван, икĕ амаран çуралнă. Орау. Унпа пĕр тăванне илнĕ. Женат на его сестре. N. Вăл килте иккĕн пĕр тăван хĕрсем пурăнаççĕ. Ала 60. Эпир, атте, санран саккăрăн пĕр тăван. N. Йытăпа пĕр тăван (брань).

тăваткăл

то же, что тăваткал, четыреугольный, квадратный. Янтик. † Тăваткăл минтер, хăмаç çип, сарса тухăр сак тулли. Тим. † Тăваткăл та çерем çырлалă. N. Вăл çĕре вĕсем тăп-тăваткăл касса илнĕ те, пур кĕтессе те пĕрер чул юпа лартнă. Янш.-Норв. Тăваткăл татăк, четыреугольный кусок. Собр. Тăваткал çаран. || Клетка. N. Тăваткăл тĕрĕлĕ, клетчатый. N. Пир тăваткăлĕ. || Квартал, квадратная площадь. Ачач П. Хупах çуртĕнчен шутласа виç-тăват тăваткăл хăварсассăн, аслă урампа пынă чух, пĕр кивĕ, лутра пӳрт çумĕпе, иртсе каймалла, N. Урам тăват-кăлĕ. Ау 151°. † Тăваткăл-тăваткăл касаççĕ, аслă çула виçеççĕ. || Бубны (масть в картах). Кутема.

тăвăр

(ты̆вы̆р), тесный; тесно. N. Пирĕн тĕлĕшрен тĕнче тăвăр пулчĕ. N. Тăвăрскерте пурăнма вĕсене тирпейлĕ, таса усрама шутсăр хĕн пулнă. Янтик. Вĕсем тăвăр (тăвăрлăк) лараççĕ. Они строятся тесно. Юрк. Пурăнма тăвар мар-тăр? Хутсан ăшă пулат-тăр? || Узкий. Илебар. † Тăвăр урампа килтĕмĕр, тăвансене шыраса. Ст. Чек. Тăвăр çул (алăк, кĕпе, урам). || Короткий. N. Вăхăт тăвăр.

тăкă

полно, через край. || В довольстве, зажиточно. N. Вĕсем тăкă пурăнса, пĕрле канашланса, вĕлле хурчĕсем пек ĕçлетчĕç.

тăла-вар

рваная онуча. Цив. Мусир. † Урамра выртакан çĕрĕк-çарăк тăла-вара туй матки чулхи тунăсем (= тунă вĕсем). || Портянки из домотканного сукна. Городище Б. Альш. Çула-мĕне кайнă чухне пански чăлха çинчен ура пуçне тăла-варпа чĕркеççĕ (вăл кăвак пир таврашĕ пулат). || Зимние теплые штаны. Изамб. Т.

тăп-тăп

подр. стуку копыт. N. † Тăп-тăп тăвать халĕ çак турă ут, сарăлнă-тăр çавăн чĕрнисем (стук копыт, мягкий, на месте, а не на ходу). Альш. † Тăп-тăп кăна тăп-тăп турă ут: сарăлнă-тăр унăн чĕрнисем. Чураль-к. † Тап-тăп тăпиçăм, тăпи ура хуçăкçăм, пиçен-таçан курăкçăм, курăк çине пусимăп. (Пыл хурчĕ). || Удобно. N. Халĕ кĕнекесене тыткалама тăп-тăп, вĕсем нумай чăрмантармаççĕ. Ун чухне уйрăм-уйрăм тир татăкĕсем çине çырнă, хальхи пек хут çине пуçтарса ӳкерме пĕлмен. || Нежно, осторожно, бережно. Сборн. по мед. Ача вилĕ пек çуралсассăн, ăна кăкăрĕ çине, хырăмĕ çине сивĕ шыв пĕрĕхсе, е алăпа тăп-тăп пускаласа чĕртеççĕ. Букв. 1904. Лашисене пырса аллипе тăп-тăп савса ачашласа каланă. Альш. † Тăп-тăп тытса савнă чух (когда ты меня ласкал, бережно держа в руках), ытараймарăн, аттеçĕм. (Хĕр йĕрри). Ib. † Чупса-чупса çӳренĕ чух, тăп-тăп тытса çӳренĕ чух, тăп-тăп тытса савнă чух, ытарасла марччĕ, аттеçĕм: халĕ епле ытарăн-ши? (Хĕр йĕрри). Сред. Юм. Ашшĕ ачине тăп-тăп савать (тихий удар руками). || Крепко. N. Пĕр йĕрке кирпĕч сарлакарах хурса тухса, ун çине пĕрене хурас пулать, вăл вара кирпĕчсене тăп-тăп тытса тăрать. || Аккуратно; бережно. Сред. Юм. Ута хол айĕнче пит тăп-тăп тытса кайрĕ (собрал хорошо и не сорил). Ачач 49. Хăйне таса та, тăп-тăп тытнăшăн ытараймасть ăна. Кан. Шур çип кĕпи çĕлетрĕм, клетке тăп-тăп тăмашкăн. N. Окçа-тенке тăп-тăпрах тытса осрăр. Деньги держите поаккуратнее. Слеп. Тыткалама тăп-тăпрах тăп-тăп япала (çĕмĕрĕлмест). Çутт. 19. Анне кĕлтисем тăп-тăп, пурте пĕр пек, илемлĕ. N. Апла-капла — саррине, уна-куна — хурине, тăп-тăп яшă пĕвлине. НИП. Тăп-тăп çын, аккуратный. N. Пурăнăçа тăп-тăп тытаççĕ. КС. Вĕсем тăп-тăп пурăнаççĕ (без лишних расходов и пр.). N. Тăп-тăп пурăнма тăрăшăр. Ачач 90. Елĕк ялан шухăшлăрах, тăп-тăпрах çӳрекен ача халь хăйне валли сасартăк урăх çул суйласа илет. || Аккуратный, опрятный, стройный. Пазух. Çак ялăн хĕрĕсем, тем чул тăп-тăп пулсан та, Тăрăн хĕрне çитес çук. Тюрл. Тăп-тăп = пĕчĕкĕрех. Ib. Тăп-тăп-тыткалама лайăх.

тăпкăр

в довольстве, в спокойствии. Янш.-Норв. Халăхсем тăпкăр-тăпкăр пулсан, вĕсем савăнса уй-чӳк юманне пĕр ĕне панă, виçĕ киремет ятне сурăх панă, тата виçĕ тӳркĕллине асăнса, виçĕ кăвакал панă, тет.

тăпра

(ты̆пра), земля, почва, грунт. Юрк. Пĕр килте ăна пĕр çăкăр парса яраççĕ. Çав çăкăра вăл: эпĕ сан хыçăнтан нумай çӳрерĕм, атя, эсĕ те ман хыçран çӳресе пăх-халĕ, тесе, пиçиххийĕн пĕр вĕçне çыхса, çĕре пăрахса, пĕчĕкçĕ урапана туртса пынă пек, хăй хыçĕнчен тăпра çинчен сĕтĕрсе пыра пуçлат. Сред. Юм. Пит хора çынна: тăпра пик, теççĕ. N. Кĕрӳшпе хунĕшĕ пĕр тăпра. ГТТ. Хунĕ тăприпе кĕрӳшĕ тăпри пĕр, тесе калаççĕ. N. Сухви ӳсет-и ĕнтĕ, тăпра çиекен пулчĕ-и ĕнтĕ? Чхĕйп. Вара вилнĕ çын ӳтне как-нибудь хăракаласа тăпра айне тунă (зарыли в землю). ХЛБ. Хĕрлĕ тăпра çине тирĕслĕке иртерех хурсан та пырат. ЧП. Хура халăх мĕшĕн сикет? Хура тăпра сиктерет. || Сор, грязь. О сохр. здор. Урай тăприне пӳртре тытма кирлĕ мар, унăн вырăнĕ çинĕкре. N. Тăпра пусрĕ. || Намогильная насыпь. СТИК. Иван тăпри çине ем-ешĕл тупăлха шăтса тухнă, тет. Альш. Йывăр тăпри çăмăл пултăр. N. Ну, ман атте тăпри çине таптамала пуласчĕ вилсен. ТХКА. 74. Анне мана хăй çинчи тăприне пырса купалама хушнăччĕ. Курм. Ати вилнине пĕлтĕм, она турă çӳлти патшалăха илтĕр, лайăх вырăн патăр, йăвăр тăпри çăмăл полтăр. N. Эсĕ пирĕн тăпрасене таптама, пире пытарма килейĕн-ши, таврăнăн-ши, тесе кĕтсе тăратпăр. N. Сана ман тăпра çине таптама турă çавăртăр (пишет мать). N. Пире иксĕмĕре аннен тăприне таптама пӳрмен пулĕ (мать умерла, пишет с чужбины брату, находящемуся тоже не на родине). N. Тăпри çăмăл пултăр. Сиктер. † Йывăр тăпру айĕнчен хура çĕлен пулса тух, аттеçĕм! N. Масар çинче унта-кунта тинрех пытарнă вилнĕ çынсенĕн тăприсем те пурччĕ. В. Олг. Тăпра ăшне анса кай (сильная брань). Пшкрт. Тăпра ăшня кайман (брань). Ала 90. Çавă ачасене ашшĕ те хăйĕн малтанхи арăмне тăпрашне кайса праххăрĕ те, урăх арăм илсе, унăн хыççăн кайрĕ. С. Алг. Юпи çумне çурта çутса çыпăçтараççĕ, йĕри-тавра виççĕ çаврăнаççĕ: пехиллесе юл, йывăр тăпру çăмăл пултăр, тесе тăпрана çӳлелле сăтăраççĕ. Вил-йăли. Вилнĕ çынна шăтăка ярсан, пурте пĕрер ывçă тăпра яраççĕ, теççĕ. N. Вилнĕ çынна илсе пынă чух хирĕç пулакан çынсем: йывăр тăпри çăмăл путăр, тесе иртеççĕ. || Руда. Ск. и пред. чув. 66. Унта, ылттăн тăпри чавнă çĕрте (на золотых приисках), çĕр айне пулса вилнĕ. N. Вĕсем ылттăн тăпри кăларма кайнă.

тăпра пĕрчи

крупинка земли. N. Хыпаланса вĕсем ачи çине пĕр тăпра пĕрчи те пăрахмаççĕ (девицы, умерщвлявшие своих детей).

тăр

(ты̆р, тŏр), вставать; стоять. N. Икĕ ура çине тăрса ӳкерттер. Çутт. 70. Икĕ ура тăрне тăрса йĕри-тавра пăхкалать. N. Хăвăр аппусампа портăпа тăрса вăрçнă. N. Чĕнмесĕр тăрать-тăрать те, мĕн те пулсан каласа хурать (вдруг скажет о том, что уже было). Могонин. Çавăн пек йĕрĕх те çынна тытать; йĕрĕх тĕлне тăрсан, е таптасан, е сурсан, вăл вара çав çынна кĕсен-çăпан чирĕпе асаплантарать. Чуратч. Ц. Вăл хапха патне тăчĕ те, каçчен те ниçта та каймарĕ, çантах тăчĕ. Якейк. Ĕçлен, мана кориччен, чăмăртанса выртнăччĕ; мана корсан, тăрса шăтăкне тарса кĕч. || Вставать с постели. N. Пуринчен иртерех тăратăп. Мы встаем с постели раньше всех. N. Вăл халь те çывăрса тăман. Орау. Эсир тăнă-и? Эсир тăтăр-и? Вы встали? Ib. Эсĕ тăнă иккен. Ты, оказывается, встал. Ib. Эс тăним? Разве ты встал уже? Оринино. Çывăрса тăрчĕ, кайса тăрчĕ. Орау. Хăна тăн(ă)-и? Встал ли гость? Регули З57. Эп килнĕ чох вăлсам порте тăнăччĕ. || Стоять (напр., о войске). N. Кайра тăратпăр. Мы стоим в тылу. || Задерживаться; воздерживаться. Шибач. † Лайăх арăм илес терĕм, хак хаклă. Хак хаклăшăн тăрмастăм(ччĕ), яшкĕрĕмрен хăрарăм. Б. Олг. Виç тенкĕшĕн ан тăр. Не спорь из-за трех рублей, не стой, не задерживай. Кореньков. Трапхим пуçĕ ĕçленĕ саплăкшăнах пит тăман (произн. тăмон), толькă онăн сăкмонĕ пиншак майлă чут полман. Яргейк. † Чемей çулĕ лакăмлă, çул усалтан тăрмастпăр, хĕр лайăхшăн тăрмастпăр; Чемей хĕрĕ пур çинче эпир арăмсăр пурăнас çук. N. Килте хĕрсем: питĕ мар-и(?) мĕн çамрăк, тесе, тармасчĕ полмала. || Стоять за кого (за что), заступаться, защищать. КС. Сутра маншăн пит хытă тăчĕ (заступался, защищал). || Происходить. N. Халĕ конта вăрçă выйлах тăрмаç. N. Вăрçă халĕ вуйлах тăрмаст. || Находиться где-либо; находиться в известном состоянии. N. Пĕр эрнерен ачанăн акăшĕ хăмăшлăха кайса пăхат та, шăмăсем çапла тăнинех курат. N. Унта кăкшăмпа (в кувшине) шыв ларнă (или: тăнă). N. Эпĕр вăрçăра ик уйăх тăтăмăр. Альш. Çуркунне шыв тăрат, çула та типмес (в болоте). Бес. чув. 14. Халĕ вăл вырăнта пĕр лачака анчах тăрать. N. Вăрçи-вăрçми тăратпăр. N. Вăл унта яланах пĕр пек, пĕр чарăнмасăр тăрать (холера). Календ. 1906. Унта ир пулнă чухне пирĕн çĕрле тăрать. О сохр. здор. Вара шыв тăми пулса курăксем çĕрмен те, тин сивĕ чир пĕтнĕ. Бугульм. † Хранцусски тутăр виç панулми, эрне тăчĕ арчара. Н. Карм. † Сĕтел çинче тăракан, ай, хăпарту, пăрирен мар-ĕçке, тулăран. Регули 20. Ĕçлемесĕр виç кон тăрать çак кĕпе. || Висеть (о кнуте). || Храниться. N. Клетре тырсем мĕле тăраççĕ? О сохр. здор. Кĕççе (войлок) таса тăтăр тесе, ăна пиртен çĕленĕ пит тăхăнтарас пулать. || Сидеть (об одежде, белье). Якейк. Ман кĕпе лайăх тăрать-и, пăх-ха. || Служить, находиться, состоять в должности. Альш. Вĕсем пĕр çул кăна тăнă. Бес. чув. 4. Малтан вăрман улпучĕ патĕнче виçĕ çул тăрса ирттернĕ. N. Хăшĕ халĕ вĕрентекен пулса тăраççĕ, хăшĕ тата урăх ĕçре тăраççĕ. N. Чиркӳ старастинче тăрасси темĕнех мар. || Быть в ожидании чего-либо. Тюрл. Пирĕн атте аппăшин хĕрне çураçнăччĕ те, туй тăвасшăн тăратьчĕç. || Держаться (в памяти). N. † Ах аттеçĕм, аннеçĕм, нуммай чĕркĕр çинче вылятрăр, халь те тăрат чĕре варринче. || Находиться в чем. ЧП. Мĕн пур кил ун пуçĕнче тăрат. N. Çав кӳкĕрт шăршипе пӳрт ăш-чиккинчи пĕрене çурăксенче тăракан чирсем пĕтеççĕ. || Стоить. N. Унта кайма тенкĕ тăрать. N. Вĕсен пĕр тумтирĕ те хăшшĕн пирĕн çурт хакне тăракан пур. N. Сирĕнпе пĕр сехет курса калаçни пĕр ĕмĕре тăратьчĕ. N. Эсĕ çăкăрăн пĕр пĕрчине тăмастăн, вĕт, теççĕ. N. Укçа пĕр тенки пĕр пуса тăман вăхăт килĕ. N. Пĕр-икĕ сăмах çырсан та, çĕр сăмаха тăрать. N. Ку япала нимĕне те тăмас (ничего не стоит). N. Мĕн чухлĕ тăрат? Перев. Мансăр пуçне эсир ниме те тăмастăр. Регули 104. Çав кĕпе ĕçлесси те пĕр сом тăрать. Ib. 133. Çав кĕпе ĕçлеме пĕр сом тăрать. Хурамал. Кунта этем ячĕ мĕн пурĕ иккĕ, а эсир виççĕн, виçĕ этем те манăн пĕр чурама тăмаç, тет. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 11. Анчах шыраса вăхăт ирттерме тăрать-и? — Тăмасть. N. Эсир пурсăр та нимĕне тăмастăр. Чинер. Манăн 25 тенкĕ укçа 25 пуса та тамарĕ пулас (не оценили посылки). N. Мана кĕнеке вуласси те мĕн тăрать (= паха). Юрк. Старасти те ăна хирĕç, аллипе умĕнчи çуртисем çине тăсса кăтартса: кăсем акă икшер пус тăраççĕ, кăсем виçшер пус, кăсем пилĕкшер пус, аккусем тата, шултăрараххисем, вуншар пус тăраççĕ, тесе каласа парат. N. Хамăр ăслă, ыттисенчен кая пулмасан, çын мăшкăланни мĕне тăрать вăл? N. Нумаях та пулмаст, вăл 50 миллион кивсен илчĕ. Анчах вăл укçа нимĕн те тăмаст: 2З кĕпĕрне çыннине выçă вилесрен хăтарас тесен, темиçе миллион тенкĕ кирлĕ. ТХКА 48. Пирĕн лаши виççĕ, хăлхи улттă, хӳри виççĕ, виç лаша чунĕ пулин те, пĕр лайăх лашана тăмаççĕ вĕсем, тесе пуплетчĕ пирĕн атте. || Стоять в цене. Кан. Тыр-пул, апат-çимĕç хаксем çапла тăчĕç. || Стоять твердо, настаивать. N. Вăл туртма пăрахас тесен те, час пăрахаймасть. Хăй сăмахĕ çине тăракан çын анчах пăрахма пултарать. N. Эппин сăмахăр çине тăма тăрăшăр (держите слово). || Стоять (о погоде. Здесь „тăр“ иногда не переводится). N. Кун сивĕ тăрат. День холодный. N. Кунсем пĕр май сивĕ тăраççĕ. N. Çанталăк мĕнле тăрат? Какова погода? Якейк. Ай, халь авăн илме çанталăк уяр тăрать (ясная погода). Букв. 1908. Çанталăк ăшă тăнă. Толст. Çĕр çинче çанталăк пур тĕлте те пĕр пек тăмасть (не везде одинаковая погода). || Продолжаться. Панклеи. Тĕтре тăрчĕ (продолжался) тăватă кун. Кан. Çĕр чĕтрени 30 çекунлă тăнине пĕлетпĕр. Ib. Выставккă сентябĕрĕн 29-мĕшĕнче уçăлса октябĕрĕн 1-мĕшĕччен тăрать. Толст. Вăл вырăнта çу виçĕ уйăх анчах пулать, ытти вăхăтра пĕр маях хĕл тăрать. || Держаться на чем. Орау. Пӳрт çийĕ юпасам çинче тăрать те, пит начар, кĕç-вĕç ӳкес пек туйăнать. Крыша держится на столбах плохо. || Удержаться. Бгтр. Пылчăкĕ тăмарĕ, тет те, шыв киле çитиччен пĕтĕмпех юхса тухрĕ, тет. Грязь не удержалась (в решете), и вся вода вытекла. ЙФН. † Ырă çурт çинче юр выртмасть, пирĕн пуç çинче çӳç тăмасть. (Салтак юрри). N. Хăвăнта тăман сăмах çынта тăмасть. (Послов.). Якейк. Эпĕр туйя кайнă чох хĕр аллинче çĕрĕ тăмаçть (т. е. на время отдают парням ехать на свадьбу). || Приниматься, начинать. Скотолеч. 17. Анчах пĕрре сĕрме тăрсанах, пĕтĕм лашана сĕрме юрамасть (нельзя в один прием, сразу протирать всю лошадь). N. Килте хут пĕлекен те çук; писме çыртарма тăрсан та, виçĕ-тăватă киле çитес пулать. N. Письмо çырма тăрсан та, темиçе начальник чĕнеççĕ (зовут, т. е. не дают покоя): Гурянăв та Гурянăв, тесе. N. Çам пек çырма лараччин, çырмали питĕ нăмай пекчĕ, çырма тăрсан.. пурне те манса пĕтрăм. Ачач 25. Кунĕ уяр, ăшă. Хĕвел пăхать Тумла юхма тăрасшăн. Ib. 53. Алăкран кĕнĕ чух такăнма тăчĕ. N. Çисен, пуçах пуçтарма тăнă вăл. || Собираться. Толст. Çуртана сӳнтерес тесе тăраттăм ĕнтĕ, сасартăках темĕскер çыртнине сисех кайрăм. Б. Олг. Эп онтан кайма тăртăм, вăл каларĕ: çарăн-çарăн, паратăп, паратăп, ик кĕренке вонçиччех, тет. Турх. Вĕлерме тăнă вăхăтра... Чăв. й. пур. 9. Хăй çынна япала парса пулăшса тăрсан та, çапах çынсене нимĕнпе те кӳрентермен. || Пытаться (сделать что-либо), намереваться.N. Пурăнма йывăр пирки çак хĕрача темиçе хутчен те çакăнма, çăла сиксе вилме тăнă. Пир. Ял. Çакăнса вилме тăнă. Ст. Шаймурз. Катма тăтăм, шăл витмерĕ (орехи). В. Олг. Салтакне касса пăрахма тăрчĕç: чăсатăн, тесе. Кан. Хăйĕн малтанхи арăмĕ патне револьвĕрпе пырса кĕрсе, арăмĕнчен япаласем илсе тухма тăнă. || Задерживаться. N. Анчах нуммаях ан тăр, часрах тупса кил вăлсене! — Юрĕ, нуммай тăратмăп, тупса килĕп эпĕ. ЧП. Нуммай тăмăпăр, час кайăпăр. Юрк. Нуммай та тăмаст, калле çаврăнса тухат та: кĕтсе тăрăр, час тухĕ, тет. N. Нумай тăмастăп калах яратăп (письмо). О земл. Сӳрене пăртак тăрарах тепĕр хут тусан, эпир усă куратпăр. || Ждать, подождать, потерпеть. N. Тархасшăн пăртак тăр, чăт. N. Вăл ĕлĕкхи пекех, нимĕн те тăваймĕ тесе, тăрса пулмаст. ЧП. Çичĕ кун та ан тăр, килсе тăр. Альш. † Эрнен хушши ултă кун. Эрне ан тăр, тăванăм, пырах тăр. || Относиться к кому. N. Бюрократия тесе чиновниксене пурне те, вĕсем халăха мĕнле тăнине калаççĕ. || Считаться за кем. Капк. Хут çинче унăн хваттерĕ Сĕнтĕр-вăрринче учитĕлницăра пурнакан акăшĕ çийĕнче тăрать. || Иметь желание. О сохр. здор. Унăн ĕçлесси килмест, яланах выртасшăнах тăрать (при лихорадке). N. Нихăçан та ӳпкелешмеççĕ, çынна хирĕç усал сăмах калаçмаççĕ, никама та усал тăвасшăн тăмаççĕ. || Быть готовым. N. Парас пек тăр. Н. Седяк. Тилĕ çăхана тытрĕ, тет те, çиме тăрат, тет. || Побывать. ЧС. Эпĕ пиччесем патĕнче пăртак тăтăм-тăтăм та, ăйхă киле пуçларĕ. || Бывать, находиться. N. Çавăнпа ăсен укçисем темĕн чухлĕ çĕлесен те, алра тăмас, тет. О сохр. здор. Çĕр нӳрлĕ тăмасть (не бывает сырою, на горе). Ст. Ганьк. Çĕлен сăхсан, выльăх та, этем те шыçăнса каят, ун шыççи хытă тăрат. Ходар. Хурал пӳртĕнче хай кăнтăрла çын питех тăмаçть. || Оставаться целым, находиться в целости и сохранности. Пухтел. Çăнăх та тăмас. ЧС. Лаша умĕнчи çиме çаплах тăрат: пĕртте иксĕлмен. N. Хăйсем сывă-и, çӳреççĕ-и, выльăх-чĕрлĕхсем тĕрĕс-тĕкĕл тăраççĕ-и? || Принадлежать. Кан. Эсеккасси ялăн çĕрĕ çинче тăватă ял çинче тăракан халăх вăрманĕ пур. || Взлетать. || Следовать. N. Манăн сăмах çине тăр. || Восстать. N. Хирĕç тăр. || Жить, обитать, здравствовать. N. Вăл ман патра тăрать. Календ. 1904 Праçшкре те кӳрше кайса килетĕп те, вара кунĕпе килте тăратăп, тет. N. Нумаях та тăмăн, çуркунне пулĕ, унтан çу та çитĕ. Алешк.-Сапл. Сыва тăратна? тесе салам яр. Альш. Унтан тата: ят улăштармасан ача тăмас, тенĕ. Çавăнпа улăштарнă (прежние чуваши). Хăшĕ-хăшĕ ачи начар ӳссессĕн: ятне улăштарас, теççĕ. N. Епле шухăшпа тăратăр, мĕн шухăшлатăр, мĕн калаçаççĕ сирĕн ялта? тетĕп. Альш. Çăммисем: ĕлĕк пит аван тăраттăмăр, тет. Бес. чув. З. Сывă тăратăн-и, ачусем мĕнле пурăнаççĕ, выльăхусем мĕнле тăраççĕ, тесе ыйта пуçларĕ. Сборн. по мед. Ачасене туртса илтĕн пиртен, киле пымаççĕ, кунтах тăрасшăн. С. Айб. † Нумай пĕтет, сахал çитет, пĕрле тăнине мĕн çитет. N. Акă нумаях та тăмăпăр — салтак пулăпăр. Кан. Пĕр çынпа. Çавнашкал ĕçпе тăнăскерпе, лав çине ларса тухса вĕçтерет. N. Санран çыру илмесĕр пилĕк уйăх тăтăмăр. || Не переводится при „пек“ N. Тăвансем тăраççĕ йĕрес пек. N. Çăмăр çăвасшăн. Ун чухне çăмăр çăвас пекех тăратьчĕ (собирается дождь). || Употребляется в качестве вспомогат. глагола. N. Кайса тăратпăр, укçа çук. Мы ходили туда, но там (всё) нет денег. N. Эсĕ пирĕн пата кайкаласа тăр. N. Каймасăр-килмесĕр ан тăрăр. Захаживайте почаще. N. Пичче, ан çилен, эпир ярсах тăнă, çитмеç апла сан пата. N. Хĕветĕре эрнере пĕре курах тăрап. В. Олг. Халь çисе тăримест вăл, каймалла. ЧС. Кăнтăрлачченех киле кайса тăраймăпăр-ха, çак керемет çеремне кăшт та пулш сухалар. N. Вăл çапла каласа тăнă чухнех... СЧЧ. Ну, кусем чăнах та пăрахса тăраççĕ ĕнтĕ (совсем вот кажется готовы бросить языческие молитвы). Пĕри-пĕри чирлесенех, хай-ĕскерсем нуккă чӳк тума тапратаççĕ, чăтса кăна тăр. Трень-к. Вĕсем уя тухса тăратьчĕç те, пире кĕтетчĕç. N. Шăтăк алтса тăчĕ те, алтса çитерсен, хатĕрленĕ шăтăкне хăех кĕрсе ӳкрĕ. N. Аттеçĕм, аннеçĕм, хуран тулли аш çакса: пиçе тăтăр, терĕр пуль; хĕрĕре аякка парса: йĕре тăтăр, терĕр пулĕ. Юрк. Эпĕ килте ĕçлемесен те, кашни уйăхра эпĕ сире укçа ярса тăтăм. Истор. Ăна хирĕç янă çар чарса тăрайман, пĕр май чакса пынă. N. Ман короле çын ирĕкне тивес çук, юсах тăрсан, нихăçан та вилес çук. N. Камăн та пулса сасартăк сиен пулса тăрсан анчах хăй тума пулнă ĕçе тăваймасть. N. Ăна курасшăн çĕмĕрт йывăççи çине улăхса тăнă. N. Унччен те пулман, сут тавраш çитсе те тăнă. N. Çав вилнĕ çын ӳчĕ типсе хытса тăнă, ун пек кĕлеткене мумия теççĕ. N. Çак йĕрке тăрăх акă мĕн пулса тăнă. Юрк. Çав сăмаха илтсен, хай çыннăн вăтантарас вырăнне, ирĕксĕрех ăна мулпа пулăшас пулса тăнă. Ивановка. Шкулта эпир пынă çĕре урăх ачасем те нумай пухăнса тăнă. Сред. Юм. Нăмай шохăшласа тăрса полмас. Долго раздумывать нечего (нельзя). Изамб. Т. Салтака кайсан, килтен укçа ыйтас вырăнне, хăй ярса тăчĕ. Алших. И, Сĕве-тĕр, Сĕве-тĕр, Сĕве тăрăх хӳме-тĕр; аршăн-аршăн пĕвĕм-тĕр, ылттăн ука çӳçĕм-тĕр, кĕмĕл черкке куçăм-тăр, йăлтăраса тăрат-тăр; ай-хай чунçăм, вăйçăм, янăраса тăрат-тăр. Чăв. юм. 1919 ç. 11. Ука çӳç тыткаламалла та мар: хускаланса, ваткаланса çеç тăрать. Шăна чир. сар. 18. Çимелли япалисене пĕр маях витсе тăрать. Чураль-к. † Çинçе урама хыпар яртăм, хĕрсем тухса тăрмалла; хĕрсем тухнă, ачисем тухман, ачисем тухнă, эпир мар. Орау. Пĕр-пĕринпе тавлашса тăмастăр-и? Истор. Час-часах тата монахсем тăвас ĕçе вĕсене хушса тăриччен хăй тăва-тăва пăрахнă. N. Çынсемпе çапăçса алли-урисене амантса пăрахаççĕ. || Употребляется в чувашизмах. Букв. 1904. Савăннипе пĕртте туйман, хĕвел каçалана кайнă-тăнă. Ib. Инкек çине инкекех тата: çав вăхăтрах ун ури салтăннă-тăнă. Ib. Унтан хайхи вăрăм-туна эрешмен картине çакланать-тăрать. Альш. Пĕр-пĕр улпут тавраш виç-тăватă лашапа кӳме кӳлсе, хăнкăртаттарса иртсе каят-и, вăкăр кĕтĕвĕсем хăваласа каяççĕ-и, унта мĕн те пулсан курах-тăран: ахаль иртмес пĕртте вăхăт. Ib. Вăрманта çул такăр, тӳрем. Ниçта çырмана-мĕне анса-туса тăмалла мар пирти пек. Сред. Юм. Калах тăран-ха эс она, пăртак тăрсан каллах манса каять. Все ему сказываешь, а он немного погодя опять все забывает. N. Унăн тавлашасси, чĕлхепе çĕнтересси анчах киле тăрать. Собр. Хăни килех тăрат, кĕççи сарлах тăрат. (Пӳрт улăхтарни). N. Каç выртсатăма питĕ кансĕр: çанталăк сивĕ. Яжутк. Пирĕншĕн аттен ма макăрас, тăрас-кӳлес лаши пур. Скотолеч. 27. Тăнă çемĕн хытăрах кӳпĕнсе пырать.

тăрак

привязчивый. СТИК. Ытла тăрак-çке эсĕ, пурин патне те çыпăçса çӳретĕн (привязываешься в действиях, о мужчине). || СПВВ. ЕХ. Тăрак — ухмахрах ача-пăча, вĕсем вăя тухсан, ытла ырă калаçса тăракансем патне пыраççĕ те, тĕрткелеççĕ, çапкалаççĕ.

тăрантар

(-дар), кормить. N. Вĕсем вăл паранкăпа сыснасем тăрантараççĕ. Регули 19. Тăрантармасăр кайĕç-и? || Прокармливать, содержать. КС. Çемйине тăрантараймаçть. Не может содержать семью. N. Тăрантараймас çав вăл мана. N. Эпĕ атте-аннене ватăлса виличченех тăрантарса усрарăм. || Надоесть. Хĕн-хур. Якку, эсĕ мана тăрантартăн ĕнтĕ! Акă ĕнтĕ эрнене яхăн кунсерен эсĕ Ануша хĕрхенсе анчах калаçатăн. N. Вăл пире ытла та тăрантарчĕ ĕнтĕ.

тăратса хăвар

оставить (человека), не взять с собою. Алик. Тула тăратса хăвартăм. Оставил человека на дворе, дожидаться. N. Маткуна киле таратса хăвартăн-и? || Лишить, оставить без ничего. Юрк. Миçе çынна çăкăрсăр тăратса хăварчĕ пулĕ. Баран. 109. Вĕсем (насекомые)... час-часах... пĕр пĕрчĕ тырăсăр тăратса хăвараççĕ. || Ачач 61. Вăрмансене, сăрт-тусене, юхан-шывсене хыçа тăрата-тăрата хăварса, кайăксем пекех вĕçме пуçлаççĕ.

тăрă

(ты̆ры̆, тŏрŏ), верхушка. Байгул. Чăрăш тăрри — йĕс тăрă. Панклеи. Качака ку путяккине карта тăрне çакать-хăварать. N. Хура вăрман тăррипе, хура пĕлĕт айпе. (Письмо). Цив. † Сăрлă-сăрлă кĕлешче, ут тăррипе сăр кайрĕ. Юрк. † Пĕчĕкçĕ лаша-кăвак лаша, тумхах тăрринчен пускалат. || Верховье. N. Уравăш çырми тăррине. || Головка (прыща, чирья). О сохр. здор. Шатрисен вара тăррисем путса анса шуралаççĕ. || Бутон. Якейк. † Уй варĕнче умуççи, тăрри çорăлать — уй толать. Юрк. † Тăрри çурăлаччен ларакан (т. е. шăма кĕпçи), вăрман хӳтти пулакан. Сорм-Вар. Хусантан тухать хура çул, икĕ айăккипе улмуççи, тăрри çурлать (чечеке ларать) — уй тулать. Ала 101. Пирĕнтен каяш йолашки ларччăр тăрри çорлаччен (о „пантьăк кĕпçи“). Кильд. † Хĕрсен арки тивмесен, чечек тăрри çурăлмĕ. Михайлова. † Мăн олăхри олăх кĕпçи (вар. тарăн-варти путран кĕпçи), лартăр тăрри сарăлса. Хамăрпа калаçнă ачисам порăнччăр-и вăхăт çитиччен. || Разница в стоимости более дорогого предмета. Календ. 1904. 50 тенкине вĕсемшĕн банк туленĕ, 5 тенкнне (тăррине) вĕсем хăйсем тӳленĕ. || Борозда (в загадке). Карм. Ани шурă, тăрри хура. (Кĕнеке, çыру). || Кисточка пояса. КС. Тарри янă пиçиххи, пояс с кисточкой. Яргуньк. † Пирĕн арăм пуласси шуп-шурă шупăрпа, хĕп-хĕрлĕ пыçипа, пыçи тăринче шарçи пур. Абыз. Ик йăлтарка, тăват кăчăрка, ик тăрă. || Острие, кончик. Собр. Çĕççĕн тăрри çурăк пулчĕ, йăттăн пуханĕ (?) çурăк пултăр. N. Уксак çын туя тăрринче çӳренĕ пек. Алик. Хĕр калать, тит: тăхăр качака вăç (вот?) килет, мăйри тăрри ылтăн, чĕрни тăрри кĕмĕл. Альш. † Ăçта каян, чĕкеç, васкаса, çунат тăррисене хытарса. Шишк. † Ăçта каян, чĕкеç, çомăр витĕр, ик çонач тăрине йĕпетсе? || Крыша. N. Асанне пӳрчĕ тăрринче çур çăкăр выртат. (Уйăх). N. Лупас тăррисе виттертĕм. М. Тупт. Тăрă е арман тăрри, верх мельницы. Альш. Ăна çавăрса илет те, урхалăхпа пăвса çыхса, ампар тăрринчен çакса хурат тет. Орау. Пӳрте туса пĕтеретпĕр, тăрă çавăрасси анчах юлч. || Баран. 75. Хапхисем тăррине çырусем çырса хунă. || В переносном смысле. Персирл. Тăрри шăтăкрах, тăррине вус посман (глуповатый). Янтик. Сан пăртак тăрри шăтăк пуль, ытла тем-те-пĕр авран. (Гов. в ироническом тоне про человека, который где-нибудь в гостях говорит пошлости или начинает проявлять свое сумасбродство). Ib. Тăрри шăтнă-çке сан! N. Тăрри шăтăк = ухмах. Слеп. Тăрри шăтăк, питĕрмен (дурак). || Употребл. в качестве послелогов: на, над. С. Тим. Арча тăррине ларăттăм. Якейк. Ылтăн йопа тăрăнче ăмăрт-кайăк ларатĕ. Орау. Темскер шутлать пĕлĕт тăрнче. Что-то считает на небе. ПВЧ 96. Хурăн тăрне хпарасси (трудно влезть), хпарассинчен анасси (но еще труднее слезть). N. Осал çырнă, тесе ан кала: ора тăрăнче çырап ал вĕççĕн. Микушк. Ăмăрт-кайăк унăн тăрринчен (над ним) вĕçсе пынă та, вăл мĕн каланисене илтнĕ. N. Эпĕ пуç тăрне кĕреçе тытнăччĕ, кĕреçе шăтман.

тăрăхла

подсмеиваться, подтрунивать, подшучивать. N. Çынтан тăрăхлать (= колать, подтрунивает). Шел. II. 40. Ялсем тавра çаврăнаççĕ харăс утса, юрласа, уява тухман хĕрсене тăрăхласа, хурласа. N. Пĕр-пĕрне тăрăхлаççĕ те, пĕр-пĕрне хурласа лараççĕ çынсем умĕнче. Юрк. Вилнĕ çынна çын сăмахĕсемпе кăлăхах тăрăхласа калаçнăшăн хама турă каçартăр. Сред. Юм. Тăрăхласа колать (насмехается), тесе, малтан чипер сăмахласа, кайран çав сăмахланă сăмахĕсемпе каласа колса çӳресен, калаççĕ. Ib. Тăрăхлать, насмехается. Ib. Паçăр пăртак çиç тăрса сăмахларăмăр, хамран уйăрăлсаннах, тăрăхласа çӳрет, тет: ун пик çынпа тем йăмахласси пур. Ib. Малтан кампа та пулса йăмахласа, кайран хăйпе сăмахлакан çынтан кулса çӳрекене: тăрăхласа çӳрет, теççĕ. СТИК. Вăл çынна тăрăхлама пит юратат (любит проезжаться, насмехаться, подтрунивать). Альш. Сан мăйăх пĕрре кăна-çке, епле вăл пĕр çунатлă кайăк пулат, тесе, ахаль тăрăхлат, тет. Кильд. Унăн хăлхине çапла тăрахласа кулни пĕре те кĕмен. N. Çынна тăрăхласа кулаççĕ вара вĕсем. П. Пинерь. Ан тăрăхлăр, кăвак куçсем, сисетпĕр-çке, чакăр куçсем. Ст. Чек. Ăна тăрăхланă (подтрунивали). || Упрекать. Изамб. Т. Пĕр-пĕр çын тепĕр çын çинчен кирлĕ марне калаçса çӳренĕ пулсан, кайран ăна: ман çинчен ма апла калаçса çӳрерĕн, тесе тăрăхлат (упрекает).

тăрăшшĕ

(ты̆ры̆шшэ̆), длина. N. Шăтăксем тăрăшшĕ виç шит пулчĕç. N. Çак хуçанăн çурчĕ тăрăшшĕ сакăрвун хăлаç, урлăшĕ утмăл хăлаç. (Такмак). БАБ. Сĕтелне тăрăшшĕпех шур тутăр (скатерть) сарса пăрахнă. N. Кунтă ăшĕнчен хăйăр çул тăрăшшĕпе юхса пынă. N. Ашшĕпе икĕшĕ карта тыта пуçларĕç. Вĕсем вунпилĕк хăлаç тăрăшшĕне тытса хучĕç. || В течение. N. Ĕмĕрĕм тăрăшшĕне пĕлесчĕ манăн, терĕм. N. Хам ĕмĕрĕм тăрăшшĕне çитет, тесе ан кала. || Окрестность. Изамб. Т. Ах турă! Пирĕн кин пекки çак Пăла тăрăшшĕнче тата пур-ши? || Употребл. в качестве послелога. Альш. † Эпир килтĕмĕр çак киле, авалхи йăла тăрăшшĕнчен. N. Хăвалама каякансем вĕсене çул тăрăшшĕпе шыраса çӳренĕ.

тăта

(ты̆да), то же, что тата. N. Пирĕн пулмасăр, тăта камăн укçа ĕнтĕ ку? Орау. Ахаль те тăта çилĕ те хирĕçле пулчĕ те, кайма сивĕ пулчĕ. М. Шигаево. Эпĕ аккана питĕ йорататăп, аттене-аннене тăта питĕ йорататăп. Шинар-п. Эпĕ кайран каларăм; вĕсем ма каяççĕ тăта? терĕм. Шурăм-п. Эй! чуп тăта, „мĕскер чупмаçтăн“, ну!.. чăпăрккапа шарт тутарать.

тăтăш

(тŏдŏш), часто, постоянно, все время, нередко Сĕт-к. Пирн пата вăл тăтăш (тăтăшах) çӳрет. ЧП. Тăтăш килет (час-час). Сред. Юм. Тăтăш пĕр япала çинче çиç епле чакаланса ларас килет поль. Юрк. Пĕр тăтăш, всегда. Кан. Килтисене ан ман вара, ачам; тăтăшах çыркала. Артюшк. Вăл пирĕн пата тăтăшах килет. ПВЧ. 105. Ай-хай, пĕр аппаçăм, пĕр йыснаçăм! тăтăш килет, тесе ан калăр. N. Этем мĕн курасси, мĕн пуласси çинчен тăтăшах шухăшласа тăрать. N. Ун чухне тăтăшах çынсем пуçтарăнаççĕ. N. Сана çыру яма май пулсан, тăтăшрах яр. N. Çавра-çил тăтăшах (яланах, час-часах) тухсан, çăмăр пулать. Истор. Чи аслă кĕлетки Перун ятлă пулнă, çав кĕлеткене вĕсем тăтăшах парне панă. Ib. Тата вăл енче тăтăшах ют халăхсем пыра-пыра аптăратнă. О земл. Кĕркунне çанталăк куллен сивĕрен сивве каять, тăтăшах çăмăр çăвать. N. Тăтăш-тăтăш юхаççĕ. Календ. Пĕр анана тăват-пилĕк çул тăтăшах пĕр тĕслĕ тырă акса тăрсан çĕр ывăнать. || Сплошь. Изамб. Т. Эпĕ ак кунта тăтăшах хӳмме тытас, тет. || Сплошной ряд. Альш. Чирку (не „ӳ“) кассипе пĕр тăтăш (под одно), тата çӳлелле Арманкасси теççĕ. || Длина, протяжение. Альш. Вăта кассăн тăтăшĕ, тата тепĕр яла тăрăх урам урлă каçсассăн, Чăнлă тывĕ хĕррине тухать. || Сплошной. НИП. Тăтăш эрне, сплошная неделя. || Обложной дождь. К.-Кушки. Çăмăр тăтăша кайрĕ (об обложном дожде).

ха

(ха), частица, соответствующая русскому: разве, неужели. Абаш. Миколай, эс киле пымăн-им-ха? (Так сказал дед внуку, который не жал хлеба). СТИК. Сана тивей-мен-им-ха? Тебе не попало разве еще? Ib. Эп унтан хăраппи-ха! Вот еше, я разве боюсь его! N. Рăтиван хăта вилни-ха эппин? Ала б. Иван Суволов шухăшлать, тет, ăшĕнче: Эп-и-ха ку? (неужели это я?) — тесе. || Может быть, возможно. Изамб. Т. Хăйĕн асапĕ пĕтрĕ, арăмне шел.— Шел те, мĕн тăвас тен? Качча кайĕ-ха. N. Кунта илсе парĕç-и-ха, пит васкаса ан ил. || Вероятно. Букв. Вăл лашине тăратнă та, кунта мĕн те пулин пур-тăр-ха тесе, пăхма пынă. Чаду-к. Пĕрре тилĕ çын пулчĕ, тет те, калать: Тилĕ тус пур-и, кума пулма пырать-ши? Упи каланă: Пырать пулĕ-ха, тултаччĕ. || Наверное. N. Вăл килсен çитерет те-ха мана, килмен, мур. Если придет, то накормит. || Еще. N. Кăна тунипех сахал-ха. N. Ăçтан тупăн-ха хаçатне, ăна илме киоск та çук-ха. N. Халĕ те килмен-и-ха вĕсем? ЧС. Киле кĕтĕм те, мана анне: Тата мĕншен йĕретĕн-ха? терĕ. Тим. † Ӳссе кăна ӳссе çитĕнетĕр, пур-и-ха кассăрта тусăрсем? ЧС. Ăçта кайрăн-ха? СТИК. Пĕр-пĕр ют çын авăн çапакан çемье çапнă çĕре пырат та: Кăсем авăн çапаççĕ иккен-ха,— тет. N. Эпĕ çак чашкăсене çăвап-ха, эс кăшт кĕтсе тăр, унтан вара кайăпăр. Оп. ис. ч. II. Эпĕ тухаймарăм-ха. Я еще не удосужилась выйти. || Вот. СТИК. Авăн çапма тытăнтăмăр-ха. Ib. Вăрмана кайса килтĕм-ха. В лес сходил вот. (Говорит, положим, человек, только что возвратившийся из десу, постороннему человеку; говорит слегка). || Вот именно. Микушк. Татах тухса ларнă пухăва, çапла ларакан-ха вăл. || Ну что... Яжутк. Мучĕшĕ каларĕ, тет, турăн-и-ха? тесе каларĕ, тет. || Выражает сомнение. Альш. Эй, кукша, санран пулас-ха патша хĕрне илме. Ib. Пĕри калать, тет: Эй, эсĕ илме-ха ăна. || Соответствует русской частице ка. N. Кĕнекине ывăт-ха ман патма. Кинь-ка книгу ко мне. В. С. Разум. КЧП. Ан тат-ха çырлине, кĕт пиçерех патăр. Н. Байгул. Çи-ха, çи. Ст. Чек. Курам-ха, курам-халь. Ib. Ту-ха, ĕçле-ха; сывă пулăр-ха. Орау. Ыран виç сахатра килеп, эсĕр килте пулăр-ха, кирлĕ. Оп. ис. ч. II. Ан перĕр-ха, чарăнăр. Погодите-ка стрелять, перестаньте. Ib. Çимелли кӳрĕр-ха! Дайте-ка мне поесть! Ib. Анне, шыв пар-ха! Мама, дай-ка водицы! || Служит для смягчения приказания. Оп. ис. ч. II. Мейĕр, çийĕр Иван татăкне, вăл кĕтесре йăлăнтарса лартăр-ха! — терĕ. „Нате, ешьте Иванов кусок,— сказал он,— пусть он сидит в углу и капризничает“. Ib. Пит ывăннă пулĕ вăл; ан тив кантăр, вара хăех уçăлĕ-ха. Он, чай, устал; пусть отдохнет, тогда сам и приободрится. Ib. Атя, килех, ирт кунталла, калаçса ларапăр-ха. Иди, проходи сюда; поговорим. || Соответствует русской частице же. С. Айб. Халь те пулсан манăн çав лаша-ха. Бес. чув. З0. Мĕнле-ха вăл апла? Как же это так? || В качестве вопросительной частицы. Чем люди живы. Хăшĕ-ха сирĕн атă ăсти? — Эпĕ те-ха. Бес. чув. Сан ывăлу кампа пасара кайнăччĕ-ха? Ал. цв. 12. Эпĕ вĕсене ури-аллисене çыхса ирĕксĕр яраймăп. Тата епле, мĕнле çулпа çитмелле-ха кунта? Эпĕ çитиччен икĕ çул шăпах иртрĕ, мĕнле çулпа килнине пĕртте пĕлместĕп, тенĕ. О сохр. здор. Мĕнле сарăлать-ха çак чир? Вăл ак мĕнле сарăлать. || Соответствует русской частице ли. N. Тăванăм, эсĕ кăçал киле тавăрнайни-ха? Сенчук. † Пилĕкĕрте пурçын пиçихи, ялăрта сутакан пур-и-ха? N. Эс вăрантăн-и-ха ? Меня занимает, встал ли ты? || В качестве вставного замечания. Альш. Пирĕн ăвăслăх теççĕ-ха. БАБ. Учуке-ха ăна хирти тырă-пулăшăнах тăваççĕ, çавăнпа ăна ялта тумаççĕ, пĕр-пĕр уллах çĕрте, хирте, тăваççĕ. Альш. Малтанхи кунех хĕрсем хваттире кĕрпесем, çусем, тăвар илсе пыраççĕ-ха. Нюш-к. Вара çавăнтах куç курми пулчĕ (потерял зрение), тет. Ку мана юрамас-çке, ку ырă укçа мар-ха, тесе, хуранне хыпаласа тупса, талĕрсене каялла ятăм, тет. N. Кĕçĕр эпĕр час çывăрмăпăр-ха (т. е. займемся каким-нибудь нужным делом). N. Аçу ăçта? тесен, эпĕ: вăрмана кайнă-ха (ожидается его возвращение) вăл, теттĕм. Чем люди живы. Ăçтисем пулатăн-ха эсĕ? Могонин. А! вот сана, ман анана сухаланăшăн вăл мĕле асаплантарать-ха, терĕ. Орау. Пăркун каларăм вĕт-ха. Оп. ис. ч. II. Лашасем шывшăн пулĕ-ха. Лошади, небось, хотят пить (воды). СТИК. Вăл ик аллипе сăхсăхса илчĕ пуль-ха! Не токмо что, наверное, еще обеими руками перекрестился! Ib. Çавăнта кайса килес пуль-ха. (Говорит, готовясь уже итти, куда хочет). N. Вĕсем калаççĕ: Сирĕн Йевкен вăйăра пулĕ-ха, вăл çавăнтан килеймерĕ пулĕ-ха,— теççĕ.

хаяр пăрахни

назв. свадебн. обряда. Ала 66. Вара вĕсем ял тавра çаврăнаççĕ те, хаяр пăрахма каяççĕ. Вĕсем укăлчаран тухса виçĕ тапхăр çаврăнаççĕ хĕвеле май, унтан вара мăн-кĕрӳ урапа çинчен анать те, виçĕ тапхăр ӳксе пуççапать. Пуççапса тăрсан, çак сăмахсене каласа, пĕр-икĕ пус укçа утса хăварать: Мĕн пур хаяр-хăтар, усал-тĕсел пиртен уйрăлса кайтăр, çак укçа уйăрлса кайнă пек, тет. (Ĕлĕкхи туй йĕрки).

хайăр

(хаjы̆р), приподнимать, разворачивать, поворачивать. Альш. Акă хайхи пырникпе хайăрма тытăнат. Сред. Юм. Пĕренене кирек мĕн айĕнчен хӳсекпе кăларас тессине хайăрса кăларас, теççĕ. N. Çăрине хайăрса ват. Изамб. Т. Пĕренене рычакпа хайăраççĕ (приподнимают). Ib. Арман чулне тăкма çĕкленĕ чухне хайăраççĕ (приподнимают). Ау 16°. Вĕсем çывăрса кайсан, ку хайăра-хайăра чула ӳкерет. N. Пӳрнĕ çăкăр шăл хайăрса кĕрет, тет. (Послов.). Чăв.-к. Унтан хăй кашкăр çăварне хайăрма тытăннă. Хурамал. Акапуçне юплешкепе хайăрса хураççĕ. Ib. Çирĕке кăшт хайăрсассăнах хуçăлса каять. Ib. Пысăк чула пĕччен кăна кӳсекпе хайăрсан, пысăк чул пулсан хускалмасть. Орау. Хайăр = хир. СПВВ. БМ. Хайăрас, хирес, раздвигать, разворачивать рычагом. Пазух. † Йыснаçăмах Ентип пур, пăтă çисе кӳпĕннĕ. Çуллă пăтта хайăрнă, хур тукмакне сăтăрнă. N. Мĕкĕрт сысна çĕр хайăрать. (Ака). || В переносном смысле. Сред. Юм. Хайăрса пăхать (çиленсе, шôр куçне кăларса пăхакан çынна калаççĕ).

хайла

хитрость, уловка; способ, средство. Альш. Хăнасене пăтă умĕн: Апат умĕн начар улпут та пĕр курка ĕçет тет,— текелесе хайласа эрех ĕçтереççĕ. Ст. Шаймурз. Хайласа калани. Юрк. Ку çын пит хайласа калаçать. СПВВ. Хайла пĕлет вăл; хайласа калаçать. Юрк. Çавăнпала юрă хайласа хунă авал: Çӳлĕ ту çинче çил арман... К.-Кушки. Юрă хайлама хир-енсем лайăх пĕлеççĕ. Составлять песни хорошо знают хиренсем. Ib. Хир енчисем юрă хайлама пит ăста, çавăнпа вĕсем хушшинче юрă пуçтарма пулат. || Уменье. СПВВ. МВ. ЕС. Хайла = ăс, еиел. Альш. † Хайла кирлĕ çак юрра юрлама. И. С. Степ. Хайла, сообразительность, находчивость. Хурамал. Салтак хуйха ӳкрĕ, тет, ĕлĕкхи пек хайла тупас тесен, ним хайла тупайман. Бюрг. † Ука кирлĕ сухана çавăрма, хайла кирлĕ юрăсене юрлама. || Притворство. Слакбаш. Хайлана печĕ. || Прибаутка. N. Шутсемпе хайласем. N. Вĕсенĕн юмахĕсем те, хайлисем те, авалхи сăмахĕсем те — пĕри те юлман, пурте манса пĕтнĕ. || Причина, повод. А. Турх. СПВВ. ФИ. Ун пек çын пĕр-пĕр çын патне ĕçнĕ вăхăтра юри ĕçме пырать те, юри килнĕ тиесрен килтенех хайла ( = сăлтав) тупса каять.

хайхи

(хаjҕи), тот, о котором говорилось, то, что уже известно, упомянутый, известный. Хăр. Паль. 1З. Пальля тĕлĕнсе ларнă, хайхи чăтаймасăр: Асатте, мĕн вăл санăн хайлатать? — тесе ыйтнă. Оп. ис. ч. II. Хĕреслĕ урамра пĕр арăм куртăм та, акай пуль тесе чарăнтăм. Акай тиекен хайхи Якку арăмĕ пулчĕ кайрĕ. Я увидеда на перекрестке женщину и остановилась, думая, что это золовка. Оказалось, что та, которую я сочла за золовку,— жена Якова. Етрух. Хайхи çын чипер çӳренĕ çĕртренех чирлесе ӳкет. А.-п. й. 10. Ăçта каятăр, мулкач тус? — ыйтать хайхи тилĕ. Ib. 26. Хайхи кашкăр тухать тарать, тет, пӳртрен. Изамб. Т. Хайхи! тесе кăçкăрса ячĕ Урттемей. (Ул унччен малтан темиçе çынна курăннă). Толст. Çавăнтах вĕсем каялла хăшăлтатса чупса та кĕчĕç: хайхи! хайхи! (он, он, т. е. Пугачев), теççĕ хăйсем. Сред. Юм. Эс хайхине асту вара. Ты припомни то, о чем ты знаешь (что-нибудь секретное). Ib. Анне, хайхине пар-ха. Мама, дай-ка мне того (известное). СТИК. Кус-ха, хайхи патне чупса кайса кил. Поди-ка, сходи к нему (к известному говорящим человеку). М. Карач. Хайхине чăнах та тăхăр çула çитсессĕн, мана атте хут вĕренме пачĕ. Регули 931. Хайхи чохне эпĕр мĕн кортăмăр, каласа кăтарт-ха. Альш. Елшелсем юратрĕç хайхи мана. Полюбили это меня альшеевцы. ЧС. Эпĕ нимĕн калама пĕлместĕп, выртнăçемĕн йăвăрланатăп, хайхи эпĕ вырăн çинчен тăрайми пултăм. N. Акă хайхи кулăш çын. М. Шигач. Вĕсем вара кашкăра корнă та, кăçкăрма поçланă, кашкăр хайхи сикме поçланă. Ib. Вĕренсен-вĕренсен, манăн хайхи вĕренес килми полчĕ. N. Ак хайхи килчĕç, эпĕ пĕр чĕнмесĕр выртатăп. Изамб. Т. Ку арăмне хайхи Микуç пĕрре те пулăшмасть. Альш. Пĕр-пĕрин калаçнине, пĕр-пĕрин тумне вĕренетпĕр хайхи пурăна-киле. || Употребляется для замены нецензурных слов, а также для замены всем известных предметов, о которых речь была впереди. СТИК. Регули 712. Хайхи япалана кăтарт-ха. Ib. 932. Хайхине кăтарт-ха. СТИК. Хайхин патне (к тому, известному говорящим, человеку) станавуйсем килнĕ, тет. Альш. Инçех те мар уччилнирен пушар.— Пĕтрĕмĕр, çунатпăр хайхи, тетĕп эпĕ. N. Ак хайхи! СТИК. Унта-кунта пытăмăр, çавăнта карăмăр... Хайхи каç та пулса карĕ. Ачач 104. И-и, пĕлтĕм хайхи: страшниксем тытасран урăхла тумланнă пулмалла. ТХКА 51. Киле епле таврăнмаллине те пĕлместпĕр хайхи. Лашасем те çук; хамăр та çĕрле, тĕттĕм çĕрте, сĕм вăрманта аташнă, çӳретпĕр, ниçта туха пĕлместпĕр. || Каков, а! КС.

хавас

радость, удовольствие. N. Кăмăлне хуçас мар, хавасне сӳрес мар, мĕн пулни çинчен пĕр сăмах та калас мар. || Охота, желание. Юрк. Хавасă пулсан, ӳлмĕрен те çырса яма тăрăш. Капк. Хăшĕн калушсем те ӳксе çухалаççĕ, анчах кашкăр тытас хаваспа калушсем те шел мар. Чт. по пчел. № 17. Калăпăр: санăн хурт усрама хавасу та пур. N. Атте-анне пире юнран та ӳт хавасĕнчен çуратнă. || Рацостный, веселый. Ст. Письм. Вăл вăхăтри пек хавас вăхăт çулталăкра та пĕреççех килет. V.S. Хавас çын — веселый. Ашшĕ-амăшне. Ăçта килчĕ унта унăн уçă хавас сасси кăна илтĕнсе çӳренĕ. N. Хăй Аксенов сарă, кăтăра, илемлĕ, пит хавас, юрра ăста çын пулнă. Изамб. Т. Хавас сăвă, веселая песня(?). N. Пире праçник хавас пулмарĕ. С. Дув. † Ай-хай хавас хĕр-сăри, çулне иккĕ пулинччĕ. Бугульм. † Туя каяс — мĕн хавас, тулта тăрас — мĕн хурлăх (неприятно). Ст. Чек. Туя кайма мĕн хавас (та), лаши ывăнсан мĕн намăс Янш.-Норв. † Ай-хай хавас хĕр-сăри, çуллĕн çулах пулмĕ-ши? || Любящий что-либо. Сред. Юм. Он пеккине пит хавас ô. Ib. Эсĕ шыва кĕме пит хавас. || Восторженно, весело, радостно, с охотой, с радостью. Ст. Чек. Мана вăл хавас кĕтсе илчĕ (с радостью). Изамб. Т. Кăçал тырă аван, вырма хавас (радостно). Чăв. й. пур. 18°. Çапах та чăвашсем ачисене пит хавасах вĕрентместчĕç. Баран. 87. Лашисем хавас чупса пыраççĕ. || Рад. ПТТ. Çав сĕреншĕн пуринчен ытла çамрăк ачасем пит хавас (рады) Сред. Юм. Киле кайса ашшĕ-амăшне кôрма кирек кам та хавас-çке çавна. А.-п. й. 44. Кашкăр куншăн та тем пекех хавăс. А волк рад и этому. N. Ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачисене хавас ĕнтĕ. Ал. цв. 19. Хуçа хĕрĕ хăй те ăна хавас: вăл ăна хăй мĕн-мĕн курни-илтни çинчен кала-кала парать. N. Хăй патне аслă çынсем пырсан та, чухăн çынсем пырсан та, пурне те пĕр пекех хавасчĕ. Алик. † Ай аки, сар аки, сап-сар куккăль туса тух, кама хавас — уна пар. Нюш-к. Юрра хавас, охотник до песен. Хорачка. Çынтан илесшĕн хавас, парасшăн хавас мар. N. Чавса кăларас пулсан, ăна вĕсем мулран хавас чавса кăларĕччĕç.

хака хур

ценить. N. Навуса питĕ хака хураççĕ. N. Хака хунă поссылккă (ценная) никçан та çухалмасть. Баран. 22. Вĕсем ку шăрçана тем тĕрлĕ хака хураççĕ.

халтан кай

обессилеть, занемочь. ПТТ. Çапла вĕсем япаласене (т. е. одежду) халтан кайиччен ытаççĕ те, тин чарнаççĕ вара. (Сĕрен). N. Çĕнĕ çул каçхине йытăсем вĕрсен, çулпа килекен çын шăнса вилет, е аташса халтан каять, теççĕ.

халапла

разговаривать, беседовать. Сред. Юм. Тогаево. Хăшĕ пĕр-пĕринпе халапласа, чĕлĕм тортса лараççĕ. Ачач 66. Акă вĕсем хăйсен вăхăтĕнчи пурнăç çинчен халаплаиа тытăнчĕç. Ib. 100. Пĕрре пӳртре нумайăн халапласа ларчĕç. N. † Ялти ачана тос турăм ĕмĕрлĕхе халаплама мар, наччаслăха халаплама (песня искажена).

халĕрех

очень недавно, в ближайший отрезок времени. N. Вăл халĕрех кăна кĕчĕ-ха. Байгл. Камăн та пулсан халĕрех вилнĕ çын пулсан, вĕсем сĕтел хушшине пĕр çын лармалăх вырăн хăвараççĕ. Бес. чув. 10. Микулай килте пулнă; вăл халĕрех кăна вĕрентекен патĕнчен таврăннă иккен. N. Эсĕ вĕсене халĕрех пырса чармасан, вĕсем ĕлĕкхинчен те ытларах сиен туса пĕтерĕç.

халлан

волноваться. С. Тим. † Тĕнче куртăр — тĕлĕнтĕр, халăх куртăр — халлантар. Шел. 66. Халăхĕсем халланса вĕсем çине пăхаççĕ. Бюрг. Халăх халланат (находится в волнении, волнуется, напр., в ожидании важных событий). || Зариться, дивиться. СТИК. Ан халлан, куçă ӳкĕ. Не сглазь (напр., животное). Хурамал. Пит ӳснĕ тырăран халланаççĕ, епле шеп ӳснĕ, тесе. Ib. Лайăх выльăхран халланаççĕ, ку выльăх манăн пулинччĕ, теççĕ. N. Чаплă кĕрекене ларсассăн, халланса çăварна карса ан лар. || Брезговать, отворачиваться. N. Ĕç-хĕлĕнтен ан йĕрĕн (вар. ан халлан).

халлĕн

употребляется в смысле послелога: в состоянии, в виде (чего). Пазух. † Леш кассенĕн хĕрĕсем вăтăр çула çитнĕ ĕнтĕ: хĕрĕх çула çитсессĕн, хĕр халлĕнех (в состояиии дев, т. е. старых дев) ларас тет. N. Эпир мĕнле халлĕн вилĕпĕр... (в каком состоянии умрем). СТИК. Ахутана карăм та, пĕр кайăка чĕрĕ халлĕнех илсе таврăнтăм (принес живым). N. Çĕнĕ халлĕнех, несмотря на то, что новая. N. Трофима чирлĕ халлĕнех эпĕ Милита хăвартăм. N. Сывă халлĕн тухса кайрăм. Сред. Юм. Пусывккана тырă ямасăр, мăян халлĕнех авăртрăмăр (без примеси зернового хлеба). N. Кĕнекене уçса хунă та, халь те уçнă халлĕнех тăрать (уçах выртать). Турх. Пĕр пуç халлĕн сарăхса кайрăн. Баран. 132. Хăш-хăш меттал: ылттăн, кĕмĕл, шур ылттăн çĕртен таса халлĕн тухать. Ib. 46. Ун пек чух çаран тăрăх ĕрĕхсе çӳреттĕм, чупса пынă халлĕн купа çине сиксе утă ăшне кĕрсех ӳкеттĕм, чикеленеттĕм, йăваланаттăм. Ib. 154. Çав халлĕн (в таком виде) тинĕс хĕрринчи хуласене сутма кăлараççĕ (вывозят на продажу). N. Вĕсем хальхи саманана епле халлĕн çитсе кĕнине пĕлтерсе тăрать. Альш. Леш юппи вăл çав тарăн халлĕнех (оставаясь таким же глубоким) каять юхса хĕвел тухăçнелле, Сĕвенелле.

ханкăртат

погромыхивать (бубенцы). КС. Сред. Юм. Пичке ăшне чол ярса çавăркаласан, пичке ханкăртатат. || Галдеть. Выçăхакансем 6. Мĕн ĕç валли вĕсем ханкăртатса лараççĕ.

хап

рогожа. СПВВ. Çунана хап çапнă. Чăв. й. пур. 37. Пĕр аяккине кăмака пек туса, çавăнта чиксе хаппа чĕркесе хур, тенĕ. Баран. 120. Мунчалинчен хапсем, мунчала хутаçсем (кули) тĕртсе тăваççĕ. Альш. Кус часрах, хап исе кил, хапласа (окутав рогожей) шыва ярăпăр. || Куль. Изамб. Т. Хăмла хапĕ. Чăв. й. пур. 37. Унтан вара вĕсем ачана хап ăшĕнчен кăларнă.

хапа

(хаба), корпус, рост, об’ем. Букв. 1886. Буин. Хапа, вид, рост (лошади, напр.). СПВВ. Хапа = кӳлепе (наружность). Ib. Хапа, хапи çук. СПВВ. ЕХ. Хапа, пĕвĕ-сийĕ çитĕннĕ çын. Ib. Хапа, хапаллă (гов., напр., о лошади). Орау. Ку лашан хапи пур та, туртасса туртать-и вара, тем, чăхăмлассăн туйăнать. Ib. Така пек лашине утмăл тенкĕ ыйтать. Хапи пулинччĕ хуть лашин, вара ыйтни те юрĕччĕ. N. Ун хапи анчах, вăйĕ çук (корпус пустой). Ст. Чек. Хапи, тушки, ӳт-пĕвĕ. N. Хапа, хапи, об’ем. Дик. леб. 41—42. Елиса çав çурт çине пăхать: акă тăвĕ, вăрманĕ, çурчĕ пĕтĕмпе, пĕтĕм хаписемпе вырăнĕсенчен хускалса тăраççĕ. Хĕн-хур 220. Çут Атăл — тĕнче... епле вăл хапа! Мĕн-ма çӳрес мар унтăрăх курса? №. Вĕсем хăйсен хапишĕн тӳрех малалла пăхатчĕç (из-за своих личных интересов смотрели вперед, поверх повседневной жизни). || Об’емисто. Б. Крышки. Улăма хапа купаланă, Ib. Ку хапа япала, çăмăл. Этот предмет об’емист, легок. N. Хăмла хапа япала.

харам

бесполезный, напрасный. N. Ватă çын халавĕ харам çĕрте выртман, теççĕ. (Послов.). || Бесполезно, напрасно, зря. О сохр. здор. 52. Апла лайăх тăрантармасăр усрасан, вĕсем сĕт памаççĕ те, вĕсене усрани те харамах пулать. СПВВ. Харам пулчĕ. Шурăм-п. Манăн малтан апат çитерĕ кукаçей тенĕ шухăш харамах пулнă мĕн. N. Вĕсем вĕрентни харамах пулнă. Чăв. й. пур. 31. Сире тăрантарни те харам, сирĕншĕн çăкăр ахаль сая каят, тенĕ. Тюрл. Харам татса сая янă ку корăксене. Ib. Харам сана тăрантатăп. СПВВ. АС. Харам, харамса = ахаль кайрĕ. ТХКА. Тăкак пулмасть, асап сахал, пилĕк-çурăм аманмасть, вăхăт харам иртмест. || Легко достающийся. N. Анчах эсир харам укçана, эпир тар юхтарса тупнă укçана пĕтеретĕр. || Легкий, легко переносимый. Чăвашсем. Çисе тăрансан вара: хуйхăр харам пултăр, тесе тухса каяççĕ вара (после похорон). N. Йăвăр хуйху харам пултăр. || Дармоед. N. Сана, харама, çитеретĕп. Альш. Начар ача çăкăрăн харамĕ. || Вместительный. СТИК. Мĕн харам та... ăçтан парса çитерен! Такую махину разве накормишь. Ib. Çав харама тултарма пĕр капан кайĕ-ха (о большом животе). || Добыча. N. Пăхăрăçă шелех мар, анчах шăрçа ярăмĕ парне кӳрес тенĕ чух пулчĕ вăрă харамĕ. || Ст. Чек. Харам сиксе тухнă. У него появилась шишка (у мироеда).

харăсла

неупотр. гл., встреч. в деепричастной форме: харăсласа, враз. Ала 66°. Вара вĕсем иккĕшĕ виçĕ тап хăрччен харăсласа ӳксе пуççапаççĕ.

харпăр

каждый. N. Харпăр малтан ярса тытасшăн. Ала 80. Эсир кашни харпăр валли пĕрер кӳме тăвăр. N. Ман шухăшпа пулсассăн, вĕсем апла калаçнине итлесси те харам, мĕншĕн тесен харпăр халăха харпăр хăй пурлăхĕ хаклă. || Разный. Шинар-п. Вара çапла каласан пур мулкачи те харпăр çĕре саланчĕç, тет. Сред. Юм. Харпăр çĕре саланнă, в разные места раз’ехались. Ib. Харпăр ялтан пуçтарăннă, из разных деревень собрадись. О земл. Çав сухаласа хăварнă çĕр хĕлле виттĕрех шăнса каять, хăш тĕлте пăрланса каять, çавăнпа çĕр, харпăр тĕлте пĕрĕннĕрен, пĕтĕмпе çуркаланса каять. || ЧП. Ай-ай ялсем харпăр ял, мĕнле ытарса каяр-ши?

харпăр тĕллĕн

единолично. Кан. Пĕччен, харпăр тĕллĕн ĕçлекенсем мĕн-мĕн туса пурăннине вĕсем хăйсем те пĕлмеççĕ пулĕ.

харпăр хăй

каждый сам. Ст. Яха-к. Çăварни ыран тенĕ чухне, шăматкун каç, çынсем пурте камăн мунча пуррисем мунча хутса кĕреççĕ. Харпăр хăйĕн мунча çуккисем çынăнне хутса кĕреççĕ. Авралий (б. Ставр. у.). Кĕрписене, пашалусене харпăр хăйĕх леçеççĕ (приносят туда). СПВВ. ИВ. Харпăр хăй = харам хăй. N. Ăна харпăр хăй çисе пĕтермелĕх пухăр. СТИК. Кашни çын харпăр хăйшĕн йĕретчĕ. || Каждый в отдельности. Вăл хăй вилнĕ чух ывăлĕсене харпăр хăйне пилленĕ. N. Харпăр хăвăршăн анчах ан тăрăшăр, ыттисемшĕн те харпăр хăйне тăрăшăр. Чхĕйп. Тата унта пыракан ытти çынсем та харпăр хăй пĕрер, икшер, виçшер çăмарта илсе пынă (приносили). Сборн. по медиц. Ачасенĕн пуринĕн те харпăр хăйне ĕмкĕчĕ. Кан. Кашни ялне харпăр хăй çумне вăрман парасшăн вĕсем. Ib. Харпăр хăй ăслă çынăн харпăрхăй тĕслĕ виçе. || Каждый сам по себе. Истор. Вара вĕсене харпăр хăй тĕрлĕ (каждый сам по себе) пурăнса, йĕркене ан пăсчăр тесе, çав уккас тăрăх усра пуçланă. N. Кашни харпăр хăй тĕрлĕ савăнаççĕ. N. Кашни вăхăтĕнче харпăр хăй тĕслĕ ĕç. || Свой, собственный. Сред. Юм. Пичĕшсен ӳчĕсен çôмне пуçĕсене çыпăçтарса, аппăшĕ тôтрине сôлларĕ, тет те, пичĕшсем порте çын пôлчĕç, тет, анчах пуçĕсем харпăр хăйĕн мар (головы перемешались), тет. СТИК. Харпăр хăй (или: хархам хăй) çемйинче. Ib. Харпăр хăй (или: хархам хăй) ачи-пăчи хăйĕнчен ытлашки мар (нужен). Ib. Кашни çын харпăр хăй ĕçне туса тăмалла. N. Пур кунта та, пур тĕлте те харпăр хăй ырă ĕçсем пур. Истор. Илсе пынă кайăксем пурте харпăр хăй йăвине тавăрăннă. N. Эпĕ тăван чĕлхепе вĕрентме юратарах паратăп, мĕшĕн тесен харпăр хăй чĕлхипе ăнлантарма çăмăлтарах. Самар. Кашнийĕн харпăр хăйин кĕнеки пулмалла. У каждого должна быть своя книга. Ib. Кашнийĕнех харпăр хăй кĕнеки пулмалла. N. Эсĕ те мĕн пуçтармалл не пурне те пуçтартăн, харпăр хăй вырăнне вырнаçтартăн. ТХКА 31. Кашни çыннăн пит шăлмашкăн харпăр хăйĕн алшăлли пулмалла. Туперккульос 16. Кашни харпăр хăй евĕрлĕ чирлет. Виçĕ пус. 5. Пур йăвăç-курăк та харпăр хăй майлă тăранса пурăнать. Капк. Камăн вĕренес килет, харпăр хăй вуттипе вĕренĕр, терĕ. Эпир çур. çĕршыв 9. Пахчара пире кашнине харпăр хăй тӳпе йăран параççĕ.

хатар

(хадар), страшно, опасно. Кан. Вăрçă вĕсен чи хатар лаши, унсăр вĕсем пурăнма пултараймаççĕ. Хурамал. Çĕрле çӳреме хатар (страшно). Тюрл. Тырă-полă полса çитрĕ, çавна алла иличчен хатар. Базл. Вăрман урлă хатар пулчĕ тухма. || Бедствие. N. Пăрăнтан, хатарăнтан эсĕ упра, эсĕ сыхла. (Моленье). || Трудно. Базл. Поезд çине хатар пулчĕ ларма. || Легкомысленный, форсун (о человеке). Базл. Пирĕн Иван хатар çӳрет ( = вĕçкĕн çӳрет). Ib. Хатар калаçать.

хашка

дышать быстро, пыхтеть, тяжело дышать. Хастарлăх 29. Хашкать,— йăпат, лăплантар. СЧЧ. Кĕнĕ чуне (в избу) чупса килнĕ пек туса хашкаса кĕрĕпĕр, тесе калатпăр, тет (совещаемся, притворившись, что прибежали бегом и запыхались). Изамб. Т. Çын чупсан-чупсан чарăнсан, хашкама пуçлать. Ст. Чек. Хытă чупсан, чарăнсан хашкаççĕ (быстрое дыхание). ТХКА 86. Сурăхĕ вăл ăшăпа хашкаса, пăртак хăра-хăрах шыв ĕçет те, мăя тăсса выртать. Сред. Юм. Хăш çын пăртак чупсанах хашкакан полать (запыхается). N. Ачисем е хăйсем сывă мар пулсан, вĕсем, мĕншĕн кун пек пулчĕ-ши, тесе, хашкаса чупаççĕ. ЧС. Вилес патнех çитрĕ, аран хашкакан пулчĕ (чуть-чуть начал дышать). || Журчать, бурлить (о речке). Сред. Юм. Çырмари вăйлă шыв хашкаса йохать. || Торопиться, беспокоиться. N. Только час-часах хашкамаççĕ (не торопятся). || Дуть сильно, Сред. Юм. Çăмăр нӳрне пĕр-икĕ кôнтах çил хашкаса типĕтсе ячĕ. || Пыхтеть (о пароходе). ТХКА 11. Атăл. Прахут хашкаса тăвалла пырать.

хыв

(хыв), скидывать, снимать. М. Сунч. Пурте çĕлĕкĕсене хывса сулахай хул хушши айне хунă. Янтик. Кĕпе тарласа кайнă та, нимпе те хывăнмаст. А.-п. й. 60. Ме хамăнне хывса парам,— тет пукани. Орау. Эпĕ сăхмана алăкран кĕрсенех хывса хутăм (или: хывса çакрăм). Я разделся в передней. Ib. Хыв тумтирне, апат сима тумтирпе лараймăн. N. Атăла курмасăр аттăна ан хыв, теççĕ. (Послов.). Ала З°. Салтак çĕре (кольцо) вараланат тесе, хывса хучĕ, тет, чӳрече çине. Изамб. Т. Акса пĕтерсен мăйĕнчен пăтавккиие хывса урапа çине хучĕ. || Класть, ссыпать. Менча Ч. Эй, ырă туррăм, çичĕ тĕслĕ тыррăма — пуллăма çичĕ пӳлмене хывма парăсăнччĕ. (Моленье „ака пăтти“). || Класть метку (паллă, кĕлеме). Ст. Чек. Вутти çине (на свои дрова) кĕлеме хывнă (положил клеймо). || Ставить что, куда. Альш. † Хура вăрман хыçне капкăн хыврăм. Орау. Çăкăр хывас; салат хывас; кăмакана тыр хывас. КС. Хыв, ставить в печь çаралла, напр., çăкăр хыв, пашалу хыв, çип хыв. (Однако: куршук ларт, чукун ларт. || Çутт. 43. Эпир пурте авăн хывма тухрăмăр. || Складывать. Ст. Чек. Вутăра епле йăнăш хыврăр. || Накладывать на шею. Кан. Паллăран паллă çпекулянт. Аванах ĕнсене хывать. || Набивать (лед). N. Паян нӳхрепе юр хыврăмăр. Орау. Нӳхрепе хывма кӳлĕрен пăр касса кăлараççĕ. || Наливать. П. Пинерь. Сар алтăрпа пыл хывăрăм, ялан шупчăксем килчĕçĕ ĕçлемешкĕн. Сиктер. Сăрана йӳçнĕ чуне те астивмеççĕ, тӳрех пичĕкене хываççĕ. || Лить, отливать, ковать (металл). Янтик. Саратов енчĕк сар енчĕк, тулне пурçăн туртрăмăр, ăшне кĕмĕл хыврăмăр. Ал. цв. Çийĕнче ылтăнтан шăратса хывнă тумтир пулнă. Пазух. † Ĕнтĕ ылттăнăм çук, кĕмĕлĕм çук, услам-çуран хывнă чĕлхем çук. Кĕвĕсем. Услам-çуран чĕлхе хывтартăм ялан хамăр тăвансемпе калаçма. N. Суха тимри хывма. Лашм. † Ылттăн сулă хывса паракана кĕмĕл сулă хывса парăттăм. || Йӳç. такăнт. 10. Пĕр тупанра шăлĕ тухнă, тет. Тупан хывмасăр кулме те юрамасть, тет. || Не переводится. Орау. Якур пĕтĕмпех ашшĕне хывнă (весь в отца). || Установить, наводить, построить, мостить. Султангул. Чупрăмах та антăм та, ай, шыв хĕрне, хусахсем те кĕпер те, ай, хываççĕ. Синьял. Пĕчик çырма, тарăн шыв, кĕпер ан хыв, ут сиктĕр. НР. † Хорăн хоппинчен кĕпер хыврăм. Берестой я мост вымостил. Альш. † Чассавни кассинче каçă хываççĕ шыв урлă. Алших. Çĕнĕрен кĕпер хывса тухрăмĕр. Ау 75. Куртăм, йинке, куртăм, çӳлĕ ту çине çурт хывнă. || Валить, насыпать (насыпь). Альш. Кат (гать) хывнă. || Свить (гнездо). Тим. Симĕс пӳрт тăрринче чăпар куккук çĕрне-кунне пĕлмесĕр авăтат; яла килсе йăва хываччен авăтаясчĕ вăрман тăрринче. || Восстанавливаться. Альш. Вĕсем ӳпке татăлса тухать, теççĕ, çĕнĕ упке хывать, теççĕ (у больных). || Наливаться. О земл. Çу уйăхин пуçламĕшĕнче акса ĕлкĕрейсен, вика Питравкана хутаç хывма тытăнать. || Сметать (стог, копну). О земл. Анкартне куçарсан, капана хываççĕ. Сред. Юм. † Утмăл та карта утине йĕкĕр те капан ут хыврăм. Якейк. Паян эпĕр утă хума каятпăр = утă пуçтарса капана чикетпĕр. Трхбл. † Вуник те купа эп ут хыврăм. ||Надуть, навеять, замести. N. Хĕлле тата яла юр хывса тултарасран сыхлать. N. Йывăç юппине юр хывнă. || Проложить (дорогу, след). Ст. Шаймурз. Çырма хĕррипеле çул хыврăм. Ст. Айб. Аслă вăрман хыçне шур юр çунă, хура сăсăр тухнă та, ай, йĕр хывнă. Трхбл. † Хура вăрман касрăм та эпĕ çул хыврăм. Богдашк. Хура вăрман хыçне эп çул хыврăм. || Копить, наживать. Альш. † Чунне хĕнесе мул хывакан, вутпуççи-тĕр унăн чĕрисем. || Назначить, установить цену. Никит. Хакне икĕ çĕр тенке хыврĕ. || Начинать (дело). ЧП. Хампа харăс хывса юрлакан. Изамб. Т. Ыраш вырма тухаччен пĕр-ик кун малтан çурла хываççĕ. Унтан вара пикенсех (решительно) вырма каяççĕ (т. е. сначала лишь делают почин). N. Çорла хыв, çава хыв, начало жатвы. КС. Çурла хыв еще значит: сделать серп. || Ставить себя (высоко). N. Хама хам çӳле хывса пĕтрĕм. N. Тантăшусем умĕнче пуçна асла ан хыв. || N. Вăл ырра усала хывса инкек тăвасшăн çӳрет. || N. Пĕр ĕçлемесĕр пуçа наяна хывса çӳрекен пулнă. || Ссылаться. N. Ĕлĕк пĕр арăм чире хывнă, тет. N. Ак хай амаçури чире хывса пилешпе палан çирĕ, тет те, ну хăса пуçларĕ, тет. Изамб. Т. Пуçне ухмаха хывнă та каланине те итлемес. || Принимать к сердцу. Н. Седяк. Ырă çынсем çумне ларнă чух ырă сăмахна ăшна хывса лар. N. Вĕсем каланине пурне те эпир ăша хываттăмăр. || Вносить (деньги), отдать, платить (долг). Орау. Ампар тырри кайса хыврăм (в общественный амбар). Ib. Вăйпĕрни хулана куланай хывма кайнă пулнă (внести подати). N. Куланай хываççĕ. N. Пайтаххăн укçа хывакан пулĕ. Кан. Мĕншĕн сутнă таваршăн кассăна укçа хывмарăн? || Приносить жертву. Чураль-к. Ăçта каян, Марина, Марина? — Мăн мăкăр хывма каяп, каяп! См. çимĕк. N. „Вара çав мимĕре „чун пăттипе“ вилнĕ çынна чăн малтан хываççĕ. Хывма чашкă çине хывмаççĕ. Тупăк тунă чух чăн малтан пулнă турпаса илсе кĕреççĕ те, çав турпас çине хываççĕ те, тупăк тунă çĕре илсе тухса ытти турпассем çине пăрахаççĕ“. N. Ак сана эпĕ икерчĕ (е урăх. япала) хыватăп, тет. Ст. Чек. Хывас, вилле хывас (бросают куски пищи и льют пиво). ЧС. Асатте ячĕпе ытти вилĕсем те асăнса ĕçсе çиччĕр тесе хыймаллу пĕçерсе хыврĕç (при похоронах). N. Хываççĕ тесе ак мĕне калаççĕ: умăнта пултăр тесе çăкăр е куймак татса пăрахаççĕ. N. Хывса пĕтерсен, хăшĕ-хăшĕ калаççĕ: тăкас теççĕ; тата хăшĕ-хăшĕ калаççĕ: тăтăр-ха пăртак, çитĕр, теççĕ. Тайба Т. Хвелюк йинкене хывса тăкрăм, çав тытнă пулĕ тесе шухăшлатăп. Ib. „Çĕнĕ тырă ĕлкĕрсен, ăна е сутса, унтан çимелли япала илсен, е çĕнĕ тырăран çăкăр пĕçерсен, çиме тытăниччен вилнисене (ваттисене) татса пăрахаççĕ. Чăн малтан ратнисене асăнаççĕ. Кăна: вилнисене хывнă, темеççĕ,— асăннă, теççĕ. Çемерен кам та пулин чирлесен: ăна вилнĕ çын тытнă, теççĕ. Вилнĕ çын тытсан, хывса тăкас пулать (е хывас пулать), теççĕ. Ратне çынни кăна мар, ялти урăх пĕлĕшкелесе пурăннă çын та тытма пултарать. Хывма çăкăр сăмси касса илсе (горбушку), сăмахсем каласа таткалаççĕ. Таткаласа тăксан, ăна савăт çине хурса хапха тăпсине кайса тăкаççĕ. Вилнĕ çынна пистерес тесен, хывсан тăкма кайнă чух савăтне шăпăрпа хĕнесе тухаççĕ“,— тесе çырнă ĕлĕкхи çинчен. Собр. Хывнă каç тĕнĕ витĕр пăхсан пӳртелле, сĕтел хушшииче вилнĕ çынсем апат çисе ларни курăнать, тет, çав çын вара вилет, пулать. Аттик. Вара чара çине вилнĕ çынсене асăнса çухи, икерчĕ, çăмарта хăпартни, хăпарту таткаласа хыва-хыва çиетчĕç. Чăвашсем 33. Ăна алăк патне çурта хываççĕ, килте миçе вилĕ çавăн чухлĕ çурта çутаççĕ. Юрк. Мимĕр пĕçерсе куçне сарă çу хывса... Сред. Юм. Пĕри итем хыçне тохса хывнă (жертву поставил в поле). Ст. Яха-к. Ватă çынсем, çăварни тухса кайнă каçхине, вырсарникун каç, пурте мар, хăшĕ-хăшĕ анчах выльăх-чĕрлĕхсене, çăварни ернине чипер лайăх иртернĕшĕн, вилнĕ çынсене хывса тăкаççĕ. Хурамал. Мункун иртсен тепĕр куна (понедельник) хывнă кун тенĕ. || Употребляется в качестве вспомог. гл. Демид. Якав пĕтĕм калаçма ăсталăхне кăларса хывать кун умне.

хыпăн

(хыбы̆н), зажечься, разгореться. N. Çуллахи типĕ вăхăтра вут час хыпăнса каять. || Задыхаться, запыхаться. Альш. Хытă килнипе хыпăнтăм (сперло дыхание). Ib. Анне вилнĕ тенине илтсен, пĕтĕмпех хыпăнса ӳкрĕм (не мог дышать). ГТТ. Тăвалла хытă утса улăхнипе хыпăнтăм (запыхался). Ib. Вут тухнинчен хăраса унталла-кунталла чупнипе хыпăнсах ӳкрĕм, нимĕн тăваймастăп. N. Ăна хăвала хăвала çĕр тенкĕлĕх лаши хыпăнса вилме пултарат, тет. N. Кашкăр хыпăннипе ӳкрĕ те вилчĕ. СТИК. Ăçта кайнă ку, чыст хыпăнса ӳкнĕ. Куда он ходил так, совсем запыхался. || Спешить озабоченно. N. Халăх утать хыпăнса. Народ спешит озабоченно. Срв. хыпалан. || Стараться. N. Унпала нумай калаçасшăн ан хыпăн. N. Вĕсем тем чухлĕ хыпăнса çуннă (старались). || Тосковать. Сет-к. Хыпăнать, тоскует. Тюрл. Хыпăнса çăтăнса карĕ (тужит, сердце горит). || Растеряться. Баран. 61. Пĕтĕмпех хыпăнса ӳкнĕ, сывлăшне çавăрса илеймест. Календ. I1911. Хăш чухне темĕн тĕрлĕ лайăх пăхса ӳстернĕ çĕртех выльăх чирлесен, нимĕн тума пĕлмесĕр хыпăнса укеççĕ. Сред. Юм. Хыпăна йолтăм. Говорят в том случае, если событие произошло неожиданно и посделетвия не хорошие. Конст. чăв. Эпĕ ăна курсанах: Инке, сывă çӳретни-ха, тесе чуп-турăм. Инке нимĕн те чĕнеймерĕ, хыпăна юлчĕ. Сноха моя не могла ничего промолвить, у нее перехватило дыхание (остолбенела). В. Олг. Хыпăнса каяс поли = хыпса каяс поли. ЧС. Унăн амăшĕ хăранипе хыпăннипе пĕтĕмпех халтан кайнă, калаçаймаст та. Хурамал. Çав сăмаха илтсессĕн пĕтĕмпех хыпăнса ӳкрĕм (нимĕскер тума пĕлмерĕм, хăраса кайрăм). КС. Хыпăнса укрĕ, может значить: заторопился, перепугался, пришел в возбуждение от ничтожной причины. А.-п. й. 29. Мĕн мĕнле майпи-качки, тухăпăр та тарăпăр вăрмана. Эпĕр çуккине курсан, вĕсем хăйсемех хыпăнса ӳкĕç,— тет кăна хирĕç качака таки.

хыптар

понуд. ф. от гл. хып. Вишн. 62. Вăл çăварне хыптарсан та çимест пулсан, ăна ирĕксĕрех çитерес пулмасть. Сборн. по мед. Ачана йăпатас тесе вĕсем ĕмкĕчĕ хыптараççĕ. Сред. Юм. Хыптарать: 1) в рот сует; 2) очень желает. Букв. Ун çăварне чĕлĕм хыптарнă. N. Çăварĕсене çăварлăх хыптарнă. Изамб. Т. Хыпчăкпалан шăрпăк хыптарса кăлараççĕ (из руки). КС. Хыптарса ил (çырттарса ил), взять щипцами. Кан. Халăх сахăрсăр, супăньсĕр тарăхса пурăннă вăхăтра, ку икĕ намăссăр хăйĕн çывăх çыннисене пăчĕ-пăчĕпе шур çăнăх, пуçĕпелен, чей-сахăр, арчипелен супань хыптарса пурăнчĕç. N. Тем тĕлĕк хыптарчĕ! Забыл (сделать дело). || ГТТ. Ачасем Сĕве хĕррине вăлта хыптарма кайрĕç (ловить рыбу на удочку). || Поджигать, зажигать, сжигать. Орау. Икĕ ухмах юлнă та, пĕрне пĕри хыптара хыптара çунтарса яраççĕ (поджигают). КС. 1919 çулта бандитсем пирĕн пӳрте хыптарса ячĕç (подожгли). Б. Хирлепы. Кукша тула тухрĕ те, пӳртне хыптарса ячĕ, тет. (Из сказки). N. Лампăчкăсене хыптарса кăларсах мĕн чулĕ укçа тухать-ши? (в кино). Сет-к. Ĕлĕк пире те хыптарса ячĕç (подожгли). Ib. Сорăхсам панче хăмăл хыптартăмăр анчах (жгли здорово). N. Ăшне вут хыптарнă пушă кăкшăм. Ст. Чек. Вут хыптарнă = чĕртнĕ. || Торопить. Собр. Малтан хыптаракан çын кайран тăранать. Сунчел. Хыптарат = васкатат. Сред. Юм. Час хăпар, çăкăр, тесе хыптараç те çонтараççĕ. (Говорят женщины после того, как они замесили тесто). || Подрезать. Ст. Чек. Ку Иван вилни ĕнтĕ мана хыптарчĕ (подрезала). || Замаять. СТИК. Уретник ĕнтĕ чыст хыптарче (замаял) мана, ĕретлĕ çăкăр та ларса çимен. || Вызывать жажду. КС. Мĕншĕн эсĕ шыв çук хирте ăшĕсене хыптарса çĕмĕренĕсене пăрахтартăн? N. Çимесĕр выçăхтармăп сире, ĕçмесĕр ăш хыптармăп. || Надоедать, надоедливо просить. См. йĕренки. Сред. Юм. Ачисем туя каясшĕн хыптараççĕ, ямаççĕ вит çавсене! || Бить. Бугульм. † Вуник вĕçлĕ чĕн пушăпа хыптарăпăр, çунтарăпăр. Т. II. Загадки. Пĕр лутра йĕкĕт пилĕкне туртса çыхнă, çĕлĕкне хуçса лартнă, хыптарать те çунтарать (жарит). (Мунчара милкĕпе çапăнни).

хыпалан

(хыбалан), торопиться, спешить. СТИК. Хыпаланса килтĕм = васкаса килтĕм. (Различие между ними то, что хыпаланса указывает именно на ходьбу, а васкаса вообще на торопливость. Ib. Пит хыпаланса вырат. Жнет очень усердно, живо, стремительно. Ib. Килте пит васкатрĕç, çавăнпа хыпаланса килтĕм. ГТТ. Ăçта хыпаланан? Куда ты торопишься? (в еде). Эльбарус. Ман патналла хыпаланса пыратчĕ. Юрк. Пуçлăхĕ, хăйне кам чĕннине пĕлмесĕр, пĕр-пĕр çын ĕçпе чĕнет пулĕ, тесе шухăшласа, хыпаланса кун патне тухать. Чăв. й. пур. 9°. Часрах хыпаланса пынă вĕсем патне. Шурăм-п. Ачапчасем хыпаланса чупаççĕ, тискер шывран хăраççĕ. Ир. Сывл. 8. Пит те аванах хыпаланатчĕç. Байгл. Ах, мĕн тăвам-ши ĕнтĕ? тесе хыпаланат, тет. Изамб. Т. Хăш тĕле хыпаланса каятăн? Сана кĕтекен çук пулĕ-ха унта! N. Ку çын часрах кимĕ çинчен тухса киле хыпаланса тарат, тет, ку латлă пулас çук, тесе. Пшкрт. Çын, выçсан, çиесшĕн хыпаланат (васкат). Ib. Йытă хыпаланса вĕрет (сильно, татăксăр). Сет-к. Çак кашăксене çакăнта ан йăвантарăр-ха! — Эсĕ кӳрсе хонă пасăр хыпаланнупа, Шурăм-п. Халăх çĕр уйăрнă чухне ята кĕресшĕн хыпаланчĕç. Сред. Юм. Васканă чохне хыпалана тăран вара. Не знаешь, что делать.

хыпаланса ӳк

впасть в тревогу, забеспокоиться. Сред. Юм. Кам та полса япала тума пырса каласан, туххăм хыпаланса (васкаса) ĕçе тума пуçласан, тăта: килте осал полнă, тесе, пырса каласан, васканипе ним тума аптрасан, хыпаланса ӳкрĕ, теççĕ. Ib. Ашшĕпе амăшĕ: пĕртен пĕр хĕр те пĕтрĕ-и ĕнтĕ (неужели единственная дочь пропала?) тесĕ, хыпаланса ӳкрĕç, тет. Кан. Тин хыпаланса ӳкрĕ вăл, пӳлме тĕпне хырса пăхсан. Ачач 92. Вĕсем пит хыпаланса ӳкмен. N. Ăçта вут тухнă? тесе ыйтать. Ăна хăй пӳрчĕ тăрри çине кăтартаççĕ. Çавăнта вара тин хыпаланса ӳкеççĕ.

хыпар

(хыбар, Пшкрт: хыβар), весть, известие, весточка, сообщение, уведомление. N. Килти хыпара илтессĕм килет. (Из письма). Макка 130. Хам та çырман та ĕнтĕ, сирĕн хыпара та эпĕ пĕртте пĕлместĕп. N. Эпĕ халĕ вĕсен хыпарне пĕлместĕп. Известий о них я не получал. N. Вĕсем çинчен ниçтан та хыпар тавраш, илтĕнмен. N. Çав пулнă хыпара илтсен, пурте тĕлĕнсе анчах тăнă. Ib. Арăмĕ килте çук хыпара илтсен, çавăнтах ача пек макăрса янă. Ib. Вăл ашшĕнчен арăмĕ ача çуратнă хыпара кĕтнĕ. СК. Санăн хыпара (известие от тебя) илтсен, манăн чунăм савăнать. N. Хыпар ил, получить известие. N. Вăрçă çинчен ним хыпар та пĕлмесп çырма, чарнас хыпарĕ çук. Янш.-Норв. Хамăр илес хăнасе хыпар малтан ятăмăр. N. Сирĕн хыпара (о вас) илтес килет. (Из письма). Пазух. † Хыпар ятăм ют яла, килтĕр терĕм выляма. N. Килти хыпара час пĕлес çук. || Новость. А.-п. й. 48. Мĕнле çĕнĕ хыпарсем? Какие там новости? Ib. 96. Тепĕр икĕ уйăхран, ыраш шăркана ларсан, Сахар илтет çĕн хыпар. Абыз. Кунта ним хыпар та çук-и? N. Килти хыпара пĕлсе килем, тет. N. Кунта çĕнĕ хыпар ним хыпар та çук. Ачач 54. Мĕн çĕнĕ хыпар тавраш илтĕнет-ха Раççей çĕрĕнче? тесе ыйтрĕ ак кайран кĕнĕ пĕр арçынĕ. Самар. Эпĕ сирĕн пата килтĕм ăшă хыпара, тутлă чĕлхене, сирĕн хĕр пур, пирĕн каччă пур, хăталлă пулма пулмĕ-ши? N. Хусанта хыпар епле илтĕнет? Ăшă хыпар пур-и, çук-и? (Из письма). N. Ăçтан пĕлтĕр вăл хыпара? Баран. 62. Хрантсус хыпарĕ пур çĕре те час сарăлса çитет. N. Эсĕ çавăнта кайса пăхса, пиччусенĕн хыпарне пĕлсе килччĕ. N. Хайхи ача тӳре патне хыпар пĕлме пынă, тет. Юрк. Мускавра мĕн ăшă (благоприятную, хорошую) хыпар илтĕн, мана çырса ярса пĕлтерме тăрăш. N. Мĕн хыпар? (Говорят пришедшему).

хыс

назв. прежнего свадебного кафтана длиною до пят из зеленого сукна. В. Олг. Хорачка. Хыс, черный кафтан у женщин. Пшкрт. 1) Хора хыс, 2) симĕс хыс, свадебный наряд. Тюрл. Хыс, синий суконяый кафтан домашней работы. Сред. Юм. Хĕрарăмсен халатне хыс теççĕ (поддевка). Зап. ВНО. Хыс — çулла тăхăнмалли тумтир. Икково. Хыс — качча кайнă чохне ĕçлетсе парса янă томтир (суконный). Сĕт-к. Хыс — килти çăнтан тунă сăхман. N. Туй арăмсен симĕс хыс, хĕрлĕ çитти, алтутри. N. Уртса ячĕç хыçалтан симĕс хыссем пуставран. Собр. † Çийăм тулли кăвак хыс, сире халал тăвас çук, кăвак хуппи пултăр-и. Атман-к. Хурткуççи (ужовки) хыс хĕррине еретлесе çакса тухаççĕ. N. Çăтăк-çурăк сăхмая туй матки хысĕ тунăсем ( = тунă вĕсем).

хысна

(хысна), казна. N. Вĕсем валли хыснаран 90 мĕлюн тенкĕ укçа илнĕ. N. Лашасемпе хысна вăрманне выртмалла кайрăмăр. || Налог. N. Раççей патшалăхĕнчи халăх темиçе тĕрлĕ хысна тӳленĕ. N. Акциз укçинчен пуçне тата ют патша çĕрĕнчен килекен таварсемшĕн пуçтаракан хысна пулнă. N. Хысна укçи, налоги (?).

хыçкалан

почесываться. Орау. Ĕне пӳрт кĕтессинче хыçкаланса тăрать. N. Хай йытă месерле выртса юр çинче хыçкалана пуçларĕ. Собака легла на спину и стала тереться о снег. N. Вĕсем те ку ĕçпе хыçкаланма та (делать что нибудь для известной цели) тытăнман-ха.

хыç

(хыс’), зад, что позади или сзади. Вопр. Смоленск. Çăмăр çунă чухне сарамат кĕпери çăмăрăн умĕнче курăнсан, çăмăр чарăнать, хыçĕнчен курăнсан, çăвать. Орау. Вĕсем пирĕн хыçра пычĕç (позади нас ехали). Ib. Темĕскер калаçса пыраççĕ.— Камсем? — Ав, пирĕн хыçран пыраканнисем. А.-п. й. 72. Чим-ха, чар лашусене. Атя-ха анса пăхар, пирĕн хыçран арçури шăхăрса килмест-и,— тет вăл ямшăкне. Ск. и пред. чув. 12. Пурттăм выртат çутăлса хыçа юлнă çул çинче. А.-п. й. 31. Качака такипе сурăх таки хыçа вут хунă пек илтерсе пыраççĕ. Баран. А. Вăранас пулать, тăрас пулать, умна-хыçна пăхас пулать. N. Çавăнта пирĕн хыçра пире хăвалаççĕ те, çавăнпа таратпăр. Пшкрт. Ман хыçăмăра. ÇМ. Чăваш арăмĕ, саншăн та хурлăх хыçа юлтăр. N. Хыçран пучĕ ( = пычĕ). Капк. Унпа уйăрăлсан, хыçран кăшкăрать. || Задняя часть. Регули 1130. Ял хыçĕпе (ял хыççĕн) иртсе кайрăм. Альш. Присаткаран пуçланса вара хыç каять тăсăлса. Хыçа кĕмелли присаткана алăк туса хăвараççĕ. ТХКА 52. Ял патне çитрĕмĕр, Итем хыçĕ. Картасем. || Задок у саней. N. Çуна хыçĕ. || ЧП. Эпир килетпĕр те каятпăр, умăртан хыç тесе ан калăр. Янш.-Норв. Кунтан эпир кайсассăн, умăртан хыçăр тесе ан калăр. || Задняя часть одежды. Регули 1128. Сăхман хыçĕ çĕтĕлнĕ. || Спина. N. † Пурçăн явлăк пуçăмра, хрансус явлăк хыçăмра. СПВВ. Умна-хыçна чипер пăхса çӳре. Наблюдай за собой. Пазух. † Атя, тăван, ăсатам, çаврăн, хыçна тӳрлетем. Альш. Тырра килĕшсен, çурăм хыçне паллă тăвать. А.-п. й. 89. Тепĕр кунне хай Сахар çумне пуртă хĕстерчĕ, хыçне çакрĕ пăчкине, хăй платникле тумланчĕ, сухалне йăлт хыртарчĕ, хуланалла уттарчĕ. || Послед. Альш. Ача хыçĕ — ача çуралсан, кайран ача хыçĕ пулать. Ib. Ĕне хыçне пăрахман-ха (послед). КС. Тюрл. Выльăх хыçĕ, послед. Нюш-к. Сурăх хыçне пăрахаймарĕ-ха. Скотолеч. 9. Хыç пăрахнă чухне (конематка) хыçне туртса татма юрамасть, вăл хăех тухса ӳкет. Ib. 28. Тавлăкчен хыçне пăрахаймасан (ĕне) выльăх лекĕрне илсе килес пулать. Ib. 28. Ĕнен хыçĕ час тухмасть. СТИК. Хыç пăрахнă (сурăх, ĕне, пăруласан). См. ача хыçĕ, хыççи. || Употребляется в качестве послеслога: за, позади, сзади, вслед за, из-за. Регули 1129. Йывăç хыçне тăчĕ. Встал за дерево. А.-п. й. 21. Çутта курса çаксем патне кашкăр пырса тăнă та, çапă купи хыçне пытанса ларнă. К.-Кушки. Кушак кайри урипе хăйĕн хăлхи хыçне хыçат. Кошка чешет задней ногой себе за ухом. А.-п. й. 56. Йăва кашкăра та хăйĕн малтанхи юрринех юрласа катартрĕ те: усăк тута кашкăр тус, эс те тытса çиеймĕн,— тесе йăлт кăна курăнчĕ. Кашкăрĕ ун хыçĕнчен хăвалама пуçларĕ. Качал. Каччисем ăштарах? — Салтака кайса пĕтнĕ.— Салтаккисам ăштарах? — Питĕрпе хула хыçĕнче. N. Алăк хыçĕнче итлесе тăрать (т. е. за затворенной дверью или за подуотворенной). КВИ. Алăк хыçĕнче анчах ура сасси илтĕнет: унта хуралçă салтак утса вăхăт ирттерет. Только слышно:— за дверями звучно-мерными шагами ходит в тишине ночной безответный часовой. ГФФ. † Анкарти хыçĕнчи (за гумнами) посуне тапун яччăр малашне. N. Эпĕ ун ĕнси хыçне (за шиворот) улма ятăм. А.-п. й. 40. Халь тилĕпе улатакка Такмак ялĕн анкарти хыçнелле шăвăнчĕç. Орау. Лере пашне хыçне кай, кĕпĕрнатăр тухиччен кайса килен, терĕ. Тухрăм та вĕçрĕм пашне хыçнелле. N. † Утильнайĕн хыçĕнче ялан утил капанĕ, ирпе каç та тухса пăхать утильнайăн вахтăрĕ. N. Пӳрт хыçĕнчен пăхрĕ (из-за угла). N. Эпĕ те сан хыçранах пахчана тухăп. НР. † Шашкă йыттăм ман та порччĕ, карĕ поль мулкач хыçĕнчен; савнă сар тос ман та порччĕ, карĕ поль сар яш хыçĕнчен. Гончая собака у меня была, да ушла, видно, за зайцем. Подружка у меня была русая, да увлеклась, видно, русым парнем. Орау. Пирĕн хыçран килекенни, или пирĕн хыçран килекен; пирĕн хыçран пыраканни (тот, который идет за нами). А.-п. й. 74. Пĕр-ик çавра юрларĕ те, хăй хыçĕнче такам юрланине илтех кайрĕ. Пропел два куплета и слышит: позади его кто-то поет. Юрк. Тиекĕ вăл мĕн каланине ун хыçĕнчен çырса пырат. N. Çынсем хыçран, за другими. Баран. 55. Кимĕ-мĕн ан хăварăр, хыçăртан хăваласси (погоня за вами) ан пултăр. КВИ. Ватă юман хыçĕнчен шуйттан татах хĕтĕртет. || Регули 1312. Вăл пичĕш хыçĕнче порăнчĕ.

хыççăн

после. ГТТ. Ача хыççăн (после родов) час ураланчĕ, час сӳрерĕ. Ib. Ача хыççăн асапланать. Регули 1194. Вăл çомăр хыççăн кайрĕ. Ib. 1195. Апат çинă хыççăн кортăм. Ib. 1196. Вăл кайрĕ те ик кон хыççăн кайлах килчĕ. Капк. Ун умне иртнĕ кунсем пĕрин хыççăн тепри туха-туха тараççă. И. Тукт. Чĕрене кĕрсе вырнаçнă хыççăнах уйăрчĕç-çке пире иксĕмĕре çак тĕнчери тискер этемсем… || За, вслед за. А.-п. й. 36. Трашка ачисем тăрнана пăрахаççĕ те, тилĕ хыççăн ярăнаççĕ. Ib. 45. Улăм ури ăшĕнчен çиçĕм пек сиксе тухать, мĕн пур вăйне пухса тилĕ хыççăн ыткăнать. Как молния выскочил он из соломы и помчался в погоню за лисой. Ib. 35. Çав вăхăтра эпĕ тухса тарăп та, вĕсем сана пăрахса ман хыççăн чупĕç,— тет. N. Анчах пĕри ун хыççăн чупса кĕрсе, ăна персе суранлантарнă. А.-п. й. 31. Пĕррех сикрĕ качака таки çак йăвăç тăррине, ун хыççăн сурăх таки те ыткăнчĕ. || Следом, следом за. А.-п. й. 76. Ваçлей вутă çĕклесе кĕчĕ, ун хыççăн арăмĕ те кĕчĕ. Василий вошел с дровами в избу, следом вошла и жена. Ib. 76. Ваçлей хыççăнах арăмĕ тула вутă çĕклеме тухрĕ. Следом за Василием вышла и жена его. || Б. Олг. Хыççăн (каччи килне килекен хĕр ратнисене калаççĕ). Пшкрт. Хыççăн арăмсам (едущие за невестой) хĕр хыççăн каяччă (к жениху). Собр. Хĕр хыççăн юрри. Альш. Хĕр тухнă хыççăн пыракан пур.

хытлăх

строгость, затрудненне, помеха, запрет. Н. Шинкусы. Пăсташ тасатас тĕлĕшĕнчен çав тĕрлĕ хытлăх пулнă пулсан та, çапах та ăна чыстиех пăрахман вĕсем. Тюрл. Ун чух хытлăх пулчĕ: вăрмана кайсан тытаççĕ, лаша кĕрсен те тытаççĕ. КС. Пĕрре хытлăх пулчĕ (голодный год) Ib. Хытлăх самана (трудные времена). || Скупость. См. хытăлăх.

хыт

затвердеть, становиться твердым. Сĕт-к. Ыраш тĕшши полса çитнĕ те, хыта пуçланă, час вырма тохмалла. Юрк. Çул çине хытнă юр ирĕлмесĕр тăрсан... Лашм. † Йĕтĕн çеçки хытать пуль. СТИК. Хытнă юман. (Говорят о долго живущих стариках). Ск. и пред. чув. 94. Пăсăрлантар Сетнерне.: ĕçре хытнă аллипе ан хапсăнтăр çын хĕрне. || Переносно — привыкать. N. Эпĕр топперĕ хытса çитсе, никкаккой храсси ăша та кĕмест. || Пригореть. Юрк. Чукун çинчи те пăтти пĕр пӳрне хулăнăш хытса каят. Тĕпĕнчен те хытат. Эпир çур. çĕршыв 23. Çĕр хытсах пырать, тислĕкпе çемçетнине юратать. || Об облаках. Б. Олг. Çанталăк ояртат полĕ, пĕлĕт хытма поçлат, вĕрлĕкленет, кашталанат. Череп. Пĕлĕт хытат — как бы сохнут, отходят выше (облака). || Затвердеть после вымочки. К.-Кушки. Арки вĕçĕ хытнă иккен. N. Картусĕ те хытнă иккен, атти кĕлли хăпнă иккен. Кан. Тарпа хытса кайнă тăлисене те çавăнтах типĕтет. Изванк. Пĕр вăрăм хытнă кĕрĕк (заскорузлую) тăханчĕ, хул хушшине тепĕр çĕлĕк хĕстерчĕ. Орау. Унăн тумтирри те тир тăвакансен пек хытса çуталса ларнă. || Окоченеть (о трупе). Альш. Ку тăшмана хытса кайсан, салтса илет, тет те, икĕ аллине икĕ мăйракана тыттарать, тет. || Замерзнуть. Ала 27. Хайхи офицер алăк питĕрме тухнă та, аллине тӳрех алăк хăлăпĕ кĕрсе кайнă, тет те, аллисем вара çилĕмпе çыпăçтарнă пек çыпăçса ларнă, тет, çавă офицер вара çĕрĕпех çавăнтах хытса тăнă тет. Якейк. Картара хытса выртнă. Замерзло в карде (животное). || Умереть. Альш. Якейк. Çын вилсен колса: хытса выртнă вăл, теççĕ. || Потерять чувствительность, лишиться гибкости, отупеть (окаменеть). N. Чун хытса çитрĕ. N. Ури хытса ларнă. Он не владеет ногой. N. Кĕсле-купăс калакансем те нумайччен каламасăр пурăнсан, пурнесем хытаççĕ, теççĕ, вара вĕсем ĕлĕкхи пекех таса калайми пулаççĕ. Сред. Юм. Пӳрнисем авкаланаймаç те, чыстиех хытса ларнă (от холода пальцы не действуют). А.-п. й. 70. Пуян арăмĕ хăранипе пĕр вырăнтах хытса тăрать. Ст. Чек. Ку хăраса хытса каят те, хăйне мĕн пулнине каласа парат. N. Вар-хырăм веç хытса ларса. || Забываться. Шарбаш. Ваççан аякра пурăнса чăвашла чĕлхе хыта пуçланă, тет. || Стариться (о пиве). Пшкрт. Сăра хытат (стареется). || Стать недоступным. N. Вăрман та хытса çитрĕ, тесе, хуйхăрнă старик. || Скупиться, скряжничать. N. Ытлашки хытса пурăнса, апат та çиместĕн-çке эсĕ. КС. Эпĕ кăçал питĕ хытса пурăнтăм: хĕлле ĕçкĕ туман, хам та хăнана каймарăм, кĕркунне хамăн пусса çиес выльăха та пусса çимерĕм. Вишн. 60. Çавăн пекех лашасене те йăвăр ĕçленĕ чух, е йăвăрпа çула çӳренĕ чух, хытса туса тăма юрамасть. N. Ма илместĕн ку япалана, хытса тăратăн (скупишься). В. С. Разум. КЧП. Хытрĕ-хытрĕ пĕр пуян, çапах пуйса çитеймерĕ, укçине хураха парса ячĕ. N. Çынсем пек хытса пурнаймарăм. Сред. Юм. Хытнă — 1) стал скупее, 2) затвердел, З) помер (в насмешку).

хытса тăр

стоять твердо на своем. N. Улпутсем аллинчи хресченсем ирĕке тухас теме пуçласан, вĕсем ун çинчен шухăшламан. Ĕлĕкхи майпах хытса тăнă.

хытă

(хыды̆), твердый, жесткий. N. Хытă çĕр, жесткая земля. Ст. Чек. Хытă (о железе). Чув. пр. о пог. 167. Хытă, хыт тăрать (о твердом облаке, с резкими очертаниями). Эпир çур. çĕршыв 10. Пирĕн тырă та курăк та ĕлĕк хытă пулнă вырăнтах питĕ селĕм пулать. || Жесткий (о воде). Вишн. 67. Хытă шыв та аван мар, ун ăшĕнче пăрçа та лайăх сарăлмасть, чей те пиçмест, ĕçме те хытă вăл. || Твердое, жесткое. С. Дув. Хытă юман хыттине касса турпас тухмарĕ; хытă пуян ывăлне ытса укçа памарĕ. N. Мĕн çирĕн? — Хыттипе çемçи. Череп. Чĕре анине хытă кĕрет (подваливает под сердце). || Тяжелый, трудный. Собр. Ĕç хытă та, çавах та чикмест, теççĕ. (Послов.). N. Сан çăварăнтан тухнă сăмахсемшĕн хытă çулсенче те пăрахмарăм. N. Хытă чирпе чирленĕ çын час вилсе кайма та пултарать. N. Питĕ хытă вăрçă варçать. || Тягость, трудность. N. Вăл пурăнăç хыттине те курнă. N. Пурăнăç хытти чак хытă. Жизнь очень трудна. || Скупой, скуповат, скупость. N. Эй, хытă та! ГФФ. † Пирĕн аттейĕн хытти пор, четвĕрт тĕппе ыр полчĕ. Скуповат наш батюшка — прослыл хлебосолом, поставивши гостям подонки, оставшиеся на дне четверти ГФФ. † Пирĕн аннен те хытти пор, кокăль тĕппех ыр полчĕ. Скуповата наша матушка — прослыла гостеприимной, поставивши гостям остатки пирога. Якейк. † Хоячкам четвĕрт пуçлас тет, хĕрпе кĕрӳ кайччăр тет; пирĕн хончкамăн та хытти пор. Регули 1065. Хытăран никама та памасть. N. Майсăр пуянскер пулсан та, хăйĕн хыттипех. || Устойчивый, соблюдающий себя. Шорк. Хытă хĕр. (Употребляется в смысле хорошего поведения). || Жестокий. N. Хытă чĕреллĕ, жестокий. || Тугой (об ухе). Кама 68. Эсĕ, Митьтя, кунтарах лар, сан хăлху хытăрах. См. хытă холхаллă. || Туго. Тимĕр. Хурама та пĕкĕ кӳлме хытă, чӳлĕкне туртсан авăнмас. Альш. † Пилĕкме хытă çыхайрăм, ăсма хытă татайрăм. Ёрдово. Лашине хытă кӳлсен, тавраш ванать, теççĕ. Пухтел. Хытă уçăлать (о туго отворяющейся двери). || Строгий. N. Закон хытă пулнă. N. Ну, кĕрӳ, питĕ хытă алăра пуль-çке, тепле çăлăнса килен. || Твердо, строго. || N. Ăсна хытă тыт, укçуна хĕсĕкрех тыт. || Строго, сурово. || N. Вăл итлемен çынна эпĕ пит хытă тытăп. N. Ăна тата хытăрах тыта пуçланă. ЧП. Арăму хытă тытсан, эс те çӳремĕттĕн çĕр хута. N. Хĕрарăм пулсан та, хăвăн ачусене хытăрах тыт, вĕсем усала ан вĕренччĕр. Сред. Юм. Ачусĕне хытăрах тыт, ôнсăрăн çын пахчине пит кĕреççĕ. N. Ху ăсна хытă тыт. N. Хытă тăр, сурово, строго жить. Истор. Вăл унта хăйне хăй пит хытă тытса усранă. N. Çынна усал ĕç тума хĕтĕртнĕшĕн хытă сут тăваççĕ. || Грубый, грубо, резко. Баран 58. Хытă сăмах каланăшăн каçар мар. (Может быть надо: „Хытă сăмах каланине каçар“?). N. Вĕсем хытă сăмахсем çĕкле-çĕкле калаççĕ. N. Аннене хытă каларăм, эпĕ сума сумарăм. || Крепко. N. † И вĕçес çук, вĕçес çук, çатан карта хытă тытать. N. Халĕ нимех те тумастпăр, Атăлĕ хытă ларман та. Орау. Çывăрса юлăр.— Ăйăхне хытă çывăратпăр-çке те ăна. Баран. 125. Çанталăк сивĕтнĕçемĕн упанăн ăйхи йывăрланса килет, хытăран хытă (все крепче и крепче) çывăра пуçлать. Кан. Çĕршыва сыхлас ĕçе хытăран та хытăрах вăйлатма кирлĕ. N. Хытă çыврать. Спит крепко. || Плотно. N. Куçусене хытăрах хуп. || Громко. Янтик. † Тата хытăрах каласан, хамăра вăй килмĕ-ши? (Вăйă кĕввисем). N. Хытă кала 1) громко, 2) строго. Альш. Пӳртре хăнасем ĕçеççĕ: шавлаççĕ, калаçаççĕ. Сас-чĕвĕ хытах пӳртре. || Терпеливо. N. Вăл çав асапсене пит хытă тӳссе тăнă. || Быстро. N. Эс хытă отатăн! Ты ходишь быстро. Регули 1401. Эп кортăм, пит хытă чопса кайрĕ. || Много. Вишн. 60. Хытă, час çисен: ку çын çиессе те сатур çиет, ĕçлеме те сатур ĕçлет пулĕ, теççĕ. О сохр. здор. 98. Çиессе те хытă çиеççĕ, ĕçлессе те лайăх ĕçлеççĕ. Синерь. Хваттер хуçисем калаç, тет: пирĕн пĕр стряпкă пурччĕ, çав юмаха (сказки) хытă пĕлетчĕ, тесе калаççĕ, тет. Регули 1402. Хытă çият, ĕçлет. Якейк. Эс онпа хытăрах калаç-ха, вăл сана тем те кăтартĕ. А ты говори с ним больше, еще не то будет. Ib. Эс хытăрах шыва кĕр-хе (к этому можно прибавить: пĕтĕмпех те полăн, т. е. еще утонешь). || Здорово. N. Хытă лартать вăл тĕлĕк, шуйттан. || Сильно. Çутт. 62. Кĕркуннехи тăм хытах укнĕ пулмалла. N. Çумăр хытах çуман. Капк. Сывалĕ-ха. Хытах ӳсĕрмест. А.-п. й. 70. Пӳрнески хытăран хытă шăхăрать. N. Вăрçă питĕ хытă вăрçать. N. Патак ил те, хытă ишсе кăларса яр. ЧС. Алă тата хытăрах ырата пуçларĕ. Юрк. Улпут пĕре çапла эрех ĕçсе пит хытă ӳсĕрĕлнĕ. Капк. Эп сире питĕ хытă кĕтрĕм. КВИ. Чул çумĕнче пĕр этем ларать хытă йăнăшса. N. Йăвăçсем хытăран хытă кашла пуçларĕç. А.-п. й. 15. Йытă тус, ытла хытă ан вĕр-ха, атту кашкăр килсе иксĕмĕре те çисе ярĕ,— тет. Ib. 4. Анне пăхса тăман та, яшка хытă вĕренĕ, мулкач хытă вĕренипе хурантан тухнă та ӳкнĕ. || Очень. N. Сана Верук хытă кĕттĕр ( = кĕтрĕ): килет пулĕ, тесе. Альш. Чĕнтĕм хытă, тет: килес, терĕç. Ib. Хăйсене пыма питĕ хытă каларĕçĕ. Чхĕйп. Пит хытă хăранă. Очень боялись. Регули 1403. Хытă çиленчĕ он çине. N. Арăма кĕркунне укçа хытă кирлĕ пулнă (пока добились). Изамб. Т. Пурсăмăр та пит хытă ӳсĕрĕлтĕмĕр. N. Питĕ хытă тав-тăватăп вăлсене. || Очень хорошо. N. Хотла хытă пĕлетĕп. тетчĕ. || Настойчиво, смело. N. Унта халăхшăн хытă тăракана суйлас пулать. || Крутой (о каше, о яйцах). Чураль-к. Хытă пăтă çимĕттĕм, çăвне кура çиетĕп. Череп. Хытă пиçнĕ çăмарта. О сохр. здор. Çăмарта чĕрĕлле те, калеклĕ пĕçернине те, хытă пĕçернине те çиме юрать. || Назв. болезни. N. Эпĕ хасĕр пăртак сымартарах выртап больницара, хысанаран ăш хытти туртать, и пилĕк ыратать (б. Чист. у.). Ст. Чек. Ăша хытă кĕни. Чăв.-к. Эпĕ ăша хытă кĕнипе ни йĕре пĕлместĕп, ни тăра пĕлместĕп. N. Вилĕм хытти туртнипе (предсмертные судороги). N. Юмăç карчăкки аллине кĕпе айĕнчен хырăм çинелле (мне) чиксе ячĕ те, хырăма аллипе пуса-пуса калать: ак кунта Ишек хытти, ак тата Кипĕт хытти. Ишеке çурта кайса памалла, Кипĕте хур пусса чӳклемеллĕ, тет (от боли в животе). Моя автобиограф. Будучи лет 9 или 10, я заболел какой-то внутренней болезнью. Мать повезла меня к Семеновой старухе. Меня положили вверх лицом. Йомзя подсунула свою руку под мою рубашку и щупала мой живот, при чем говорила: а вот это Ишек хытти (т. е. это жесткое место от Ишаковского бога), а это вот Кипĕт хытти (от киремети Кипĕт) и т. д. Альш. Шыв хытти; ăншăрт хытти; сивĕ хытти; çын çилли хытти; кĕлĕ хытти; вилĕ хытти; вилĕм хытти. Ib. Мананкăкăр айне сивĕ хытти кĕрсе каять та, сывлама йывăр пулать. N. Çын çилли хытти = çын çилли чирĕ. См. çын çилли чирĕ. (вып. ХII, стр. 154). || Назв. поля. Тайба Б.

хыттăн

громко. Б. Яныши. Вăл çакна курсан, хыттăн; кам учĕ çав шывра тапăлтаттарать, терĕ. N. Вĕсем темĕскер пит хыттăн калаççĕ. Ачач. 40. Шкул алăкĕ уçăлчĕ те, шăнкăрав сасси ачасене паçăрхинчен те хыттăнтарах чĕнсе илчĕ. || Строго. Якейк. Вăл мана: холая ан кай, тесе, хыттăн кăçкăрчĕ. Сред. Юм. Хыттăн калать. Строго говорит. || Грубо, резко. N. † Пăр-сăмсаран çил вĕрсен, лопашкари шу шăнать; хыттăн сăмах калаçсан, пиртен юлташ сивĕнет. Сильно. N. Макар тилкепине хыттăнтарах туртса чарать. СЧУШ. Хыттăн çĕре ӳкнĕ те, нумайччен ăн илеймен. Баран. 92. Чулсем урлă шăпăртатса аялалла хыттăн ярса анать. || Глубоко. N. Çапла каласа укĕтленĕ сăмахсем ачасенĕн чĕрисене хыттăн кĕрсе ларнă.

хирĕç

(хирэ̆с’), против. Регули 1304. Эп старика хирĕç лартăм. Ib. 1303. Çиле хирĕç килтĕмĕр. Вăл мана хирĕç килчĕ. N. Сăмсапа сăмса хирĕçех тăмалли çĕре лекрĕмĕр. || По направлению к. Альш. Çухрăм çурă çав яла хирĕç килтĕмĕр. || В (предлог). К.-Кушки. † Тăва хирĕç килтĕмĕр, çавăнпа утсем ывăнчĕç. Альш. Пĕчĕкçĕ лаша — тур лаша, тăва хирĕç туртĕ-и-ха? || Лицом к. Юрк. Тӳртĕн ан вырт, хирĕç вырт. Ой-к. † Арăм та хитре тесе, хирĕç пăхса кулас мар. N. † Хирĕç пăхса авăтать. Кукует, обратившись к ним головой (противоп. тӳртĕн пăхса). Чураль-к. † Хирĕç пăхса кулакан пирĕн варлисем мар-и çав? N. † Тури касăн хĕрĕсем качча хирĕç тăраççĕ, пирĕн касăн хĕрĕсем качча тӳртĕн тăраççĕ. || В сравнении. Рак. Ăна хирĕç нимĕн те тăмас вăл (не стоит). БАБ. Чӳк тавраш кĕллине çав старике хирĕç ăсти пирĕн ялта та çук. N. Начар сухаласан лайăх çĕр çинче те тырă начар пулать, уна хирĕç начар çĕрех лайăхрах тĕплерех сухаласа тырă аксассăн унта та тырă лайăх пулĕ. Юрк. Кĕсем вĕсене пăхнă çĕрте саманине хирĕç пит пысăк патшалăхпа пурăннă. || В ответ, в ответ на. N. Мĕншĕн эсир ырра хирĕç усал турăр? Альш. Унта ахăл-ахăл тăваççĕ. Вĕсене хирĕç вăрманĕ янраса тăрать сассисене илсе. N. Вара ăна хирĕç упăшки: эпĕ, терĕ, нимĕн те калама пĕлместĕп, терĕ. Юрк. Хирĕç (в ответ) çапма çук (т. е. дать сдачи), нимĕн тума хал çук. N. Мĕн пурне те хирĕç калать, хăйне курас çук. (Сасă). А.-п. й. 29. Мĕн мĕнле майпи-качки, тухăпăр та тарăпăр вăрмана. Эпĕр çуккине курсан, вĕсем хăйсемех хыпăнса ӳкĕç,— тет кăна хирĕç качака таки. Ib. 21. Тепри çаппа çăтăр-çăтăр хуç-каласа хирĕç калать: Эпĕ халь тин çичĕ кашкăр çирĕм те, сан валли юлчĕ-ши ара? — тет. Ib. Халь çавсене тытма каятăп,— тет кăна хирĕç утар хуçи. || Навстречу. Баран. 26. Хăй çавăнтах кашкăра хирĕç пĕр кĕтӳ йытă кăларса ярать. Ала 63. † Кĕтнĕ те хăнăр пулсассăн: килях та, тесе, чупса тух. Кĕтмен те хăнăр пулсассăн, пире те хирĕç чупса ан тух. Байгл. Часăрах хирĕç тухрăм та, мĕн пулнине каласа патăм. Имен. Аçуна кала, вăл мана хирĕç ан тохтăр. Ib. Тол çутăлма пуçласан, çынсам хирĕç пума ( = пыма) пуçларĕç. ГФФ. † Хирĕç тохма Натьок пор. Выйти (мне) навстречу — у меня есть Надя. А.-п. й. 9. Ăна хирĕç мулкач пырать. Ib. 16. Пĕр вар хĕрринчен куна хирĕç тем пысăкĕш кăвак кашкăр сиксе тухрĕ. Ib. 11. Пырать кĕсене хирĕç упа. Регули 1303. Вăл мана хирĕç килчĕ. А.-п. й. 56. Кайсан-кайсан, Йăвана хирĕç пĕр хитре хăмăр тилĕ сиксе тухрĕ. || Наперекор, против. N. Нумайĕшĕ ăна хирĕç пыраççĕ. Сунт. Эпĕ мĕн, эпĕ хирĕç мар. || Баран. 124. Упа лăпкă пурнăçа юратать... Хăйне пит хĕсĕк киле пуçласан тин хирĕç тапăнать. || N. Малалла ăшша хирĕç мар, сивве хирĕç. || N. Шăматкуна хирĕç эрнекун. Якейк. Эрнекона хирĕç карăмăр. Поехали в четверг вечером. N. Шăматкуна хирĕç каç. || На. N. Вăл мана хирĕç сиксе тăчĕ. || Изамб. Т. Хирĕç йывăç çурăлмасть. || Вредный, приносящий вред, зло. N. Пур тĕрлĕ хирĕç хаяра та сирсе яр. || Упрямый, назойливый. N. Унăн ачи хирĕç. Его мальчик упрям, назойлив. Ib. Хирĕç çын. N. Хирĕç = кутăн. N. Хирĕçрех çынсем, неуживчивые люди. || Упрямство. N. Хирĕçĕ пур унăн. Упрямство у него есть. || Близкий, кровный (о родстве). N. А хирĕç брак не разрешался и в очень дальних степенях родства.

хире-хирĕç

друг против друга, лицом к лицу. Регули 877. Хире-хирĕç тăрса (ларса) поплеççĕ. Орау. Сăмсисене хире-хирĕç тĕксе сĕркеленсе тăраççĕ. Юрк. Хире-хирĕç тăрса тахçан калаçăпăр. N. Хире-хирĕç тăраççĕ. Стоят, упершись животом в живот. СТИК. Эпĕ вĕсене пуçа-пуç хире-хирĕç çапăнтартăм. Ib. Вĕсем икĕшĕ хире-хирĕç пăхса выртаççĕ (Сред. Юм. пуçпа-пуç). N. Хире-хирĕç калаçатпăр. Альш. Алсапа хире-хирĕç çапсан, сивĕ пулать, тет. N. Ĕлĕк икĕ çын çул çинче хире-хирĕç тĕл пулчĕç, тет. Регули 1305. Иккĕш хире-хирĕç полчĕç. Ib. Иккĕн хире-хирĕç лартăмăр. || Один на другой (в другой). А.-п. й. 30. Тытăнчĕç хайхисем хире-хирĕç мăйракисемпе шартлаттарса вут чĕртмешкĕн. N. Иксĕмĕр те çара алăнах, алăсене хире-хирĕç чиксе çӳретпĕр. N. Хире-хирĕç чиксе хунă. Засунуты один в другой (валенки). || Без перерыва. Юрк. Аван çимене кура, ĕне хире-хирĕç сутара пуçлать. || Концы с концами. N. Пурăнăç хире-хирĕç çитсе пырать. КС. Хире-хирĕç çитсессĕн (если концы с концами сходятся), вара пуянпа пĕрех. Ст. Чек. Хире-хирĕç çитертĕмĕр. Кое-как дотянули до следуюшего урожая, свели концы с концами. N. Укçа хире-хирĕç çитрĕ. У меня в этом месяце первый раз деньги с деньгами встретились. N. Унта пурăнакан хресченсем аран-аран хире-хирĕç çитеркелесе пуранатчĕç. || Самар. Çурчĕ-йĕрĕ пысăк, икĕ пӳрт хире-хирĕç. || Напротив. Изамб. Т. Ул рет аслă урама кутăн лараканнисемпе хире-хирĕç ларат. || Взаимно. Баран. 19. Икĕ кунччен чарăнмасăр хире-хирĕç петĕмĕр. Капк. Хире-хирĕç хур пăтти? — Çапла! Шурăм-п. Тепĕр, хире-хирĕç çӳрекен ĕретрен. || Не переводится. Оп. ис. ч. II. Тарьепе Марье хире-хирĕç чуптăваççĕ. (Мачча хăмипе урай хăми). Целуются Дарья с Марьей. (Потолок и пол).

хисеп

(х’изэп), счет, количество, число. Юрк. Çапла илсе кайнисенчен пăсăк çынсем нумай тухнă та, хисепе тулман. N. Алла шĕвĕн тухсан, пĕр патак татки илсе, ун çине шĕвĕн хисеп тăрăх карт туса, çын патне пăрахаççĕ, тет. N. Вĕсем çапах куланай ытлашши парса тăман, хăй çĕрĕ хисепĕн анчах тӳленĕ. Баран. 90. Тăвĕ çӳлех мар, тӳрех виçсе хисеп тусан, виç-тăват çухрăм анчах. N. Халăхран уйрăм хисепреччĕ. N. Алăсăр, урасăр-хисеп илет. (Пăтавкка). Н. Карм. Аслă çул хĕрри пушăтлăх, иртсе çӳрен пĕлĕ хисепне. Пазух. † Самар шывĕсенĕн хисепĕ çук. || То, что причитается. Баран. 83. Вăл (подросток) çитĕннĕ çынпа тан ĕçлесе пырайман, çавăнпа хăй хисепне пĕтĕм ушкăн валли апат хатĕрлесе тултарать. || Время. Ст. Чек. Хисеп килеймен-тĕр-ха. Видно, еще не настало время. || Честь, почет. Альш. Хуçа вара хĕрсене, çав хисепе тунăшăн, килĕнчен тухса кайнă чухне пĕр пилĕк пус пек, вунă пус пек укçа парать. N. Мухтав та, хисеп те парса пилленĕ ăна. Турх. Вĕсем виççĕш пĕр пулса, ялан хисеп шыранă. || Почитание, благоговение. || Баран. 131. Тăм çĕрĕн çиелти сийĕнче пулать (встречается). Вăл минерал хисепĕнче çӳрет. || Мысль, ум. N. Ялан вăл пĕр ĕçĕшĕн тăрăшса ларать, мĕн тăвас ĕçĕ унăн хисеп çинче. Ст. Шаймурз. Калаçма хисеп кирлĕ, сӳс тӳме кисеп кирлĕ. (Послов.). || Участь. Баран. 186. Кайран-кайран вĕсене те лешсен хисепех çитнĕ. Регули 1295. Кăлăх хисепе ан попле ытлашши. Ib. 1282. Хисепе ма поплен? Ib. 1282. Пĕр хисепе ан кил.

хисепле

считать. Ау 21. Акă вĕсем укçа хисеплеççĕ, тет. || Причислять, относить. Юрк. Пире, чăвашсене, юнăшпа финсенĕн йăхне хисепленĕ. || Почитать. N. Тата хама хисеплесе салам янăшăн Аннана питĕ пысăк салам яратăп. Ачач 35. Çукка ăçтан хисеплетчĕр ара вĕсем? N. Вăл çырса хăварнă кĕнекесене вулакансем халĕ те пит хисеплесе пурăнаççĕ. N. Вăл вĕсене каланă: тавта-пуç сире мана хисеплесе килнĕшĕн, тенĕ. || Ухаживать. ТХКА 85. Ман атти те выльăха хисепленĕ. Ăна та, ман пекех, пурте юратнă. || Благодарить. Никит. Эпĕ мĕнле хисеплемеллине те пĕлместĕп. Маншăн сана çынсем хисеплетчĕр.

хисте

понуждать, принуждать; понукать. Сред. Юм. СПВВ. НН. Хисте — хуш тенĕ сăмах; ăна вĕренме хисте. СПВВ. Х. Хисте, торопить, стремиться, понуждать. Ст. Чек. Ăна хистемесен, вăл пирĕн ĕçе тăвас çук. Ib. Ăна хистемесен, вăл вĕренес çук. Календ. 1910. Ахаль ĕçлекене хистеме те çук. Истор. Хресченпе пуп таврашĕсене анчах çӳçпе, сухалпа çӳренĕшĕн хистемен. N. Çав ĕçсене те эпир çынсем хистенипе анчах тунă. N. Тита та ӳтне кастарма хистемерĕç. Ст. Чек. Ачăна хисте, часрах ĕçне пĕтертĕр (рабо-ту). А.-п. й. ЭА. Унтан хăйĕн тарçине çапла калать хистесе. Толст. Жилин ăна пĕрмаях хистесе хавшатса пынă, хăй пĕр чарăнмасăр малалла утнă. N. Паçăрах ăна вĕсем апат хатĕрлеме пӳрте хистесе кĕртрĕç. || Гнать. Толст. Хуçи çул урлă часрах каçса каяс тесе лашине хистенĕ. || Упрашивать. БАБ. Ку куркана вара малтанхи пекех хистесе (упрашивая очень) ĕçтермерĕç. || Угощать. Рак. Ан хисте, не угощай. Вĕлле хурчĕ 15. Пуринчен ытла çӳрĕ сапнă карасĕсене хистесе шăнтмасăр лартас пулать. Тюрл. Хистесе тыткаласан, малалла ярать. || Сокращать, сжимать. || Крутить. СПВВ.

хихилтет

хихикать. Ыраш. Вĕсем хихĕлтетсех кулаççĕ.

хулха

холха (холhа), ухо. ЧС. Вара вĕсем калани кăшт хулхана кĕретчĕ. КС. Хулхăна касам ак. Якейк. Холха панче кăçкăрчĕ. Ib. Холха патнех пырса кăçкăрч. Ib. Он сăмахне итлесе ман холха йăлăхрĕ ĕнтĕ. Хочехмат. Ивана калать: ман пĕр хулхинчен кĕрсе тепĕр хулхипе тух. N. Сылтăм холха янтăрасан. Если звенит в правом ухе. N. Холха котне шорă тĕк шăтать поль. Шибач. Холха хытă онăн (не слышит). Сред. Юм. Хытă холхаллă (называют таких, кто делает дело после того только, как уже скажут три-четыре раза). N. Пирĕн патра конĕн-çĕрĕн аслати çапнă пек пĕр маях çĕмĕрлет, холхаран та каймасть пушка пени сасси. N. Сан холху йохать-и? Сред. Юм. Он хôлхи шăтăк мĕн-çке. Он, оказывается, понимает наш язык. || Концы верхних бревен сруба, выпущенные дольше нижних бревен. || Расстояние между берегом и мостом. Хирле-Сир. Паян ман арман сылтăм холхине çĕмĕрсе кар. Ib. Солахай холхая кĕт питĕрмелле-хе. || Сӳсмен хулхи, гужи.

хупах

кабак. N. Эпир ун чухне хупахра лараттăмăр (держали кабак). Ст. Ганьк. Ялти ватăсем хупахра, çийĕнчи тумтирри саклатра. Ачач. 73. Ытти юлташĕсем хупахалла чĕнсен те, кусем вĕсенчен айăккалла пăрăннă. Бреняш. учит. Хупах ене çавăрăнсан, ким яракан хуçа та саланать. N. Çавăн чух вара вĕсем усал çулпа, хупах çулĕпе çӳреме тытăнчĕç, мĕн пур япалана унта йăтма вĕренчĕç. || Трактир. N. Чăн малтан вăл ăна хупахра ытти çынсемпе пĕрле ĕçсе-çисе ларнă чухне тĕл пулнă.

хур

хор, класть, ставить, положить, поставить, строить. Ст. Чек. Кĕнекене минтер айне хутăм. Я положил книгу под подушку. А.-п. й. 4. Асаттепе иккĕн çĕклесе хума тăратпăр — хураймастпăр. Ib. П. Ваçлей нушана епле лектернине, ăçта хунине, епле çавăнтан вара пурнăçĕ малалла кайнине хунĕне тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕ. Василий рассказал тестю обо всем подробно: как он поймал нужду, куда положил, и как с того времени жизнь у него пошла хорошая. Ib. 71. Илсе хурас ăна кӳме çине, тет вăл ямшăкне. Ib. 71. Вилнĕ кашкăра кӳме çине илсе хураççĕ те малалла вĕçтереççĕ. Ib. 54. Йăви хăвăртрах сивĕнтĕр тесе, чӳрече çине пырса хучĕ. Ib. 94. Шурă халат тăхăнса, тухтăр пекех тумланса, сарă чăматан йăтса, тĕрлĕ кĕленче хурса, ĕне хӳрине чиксе, хуллен утать хулана. Ib. 77. Каçхине Ваçлей лаша кӳлчĕ те, нушана тытса хупнă арчана урапа çине хурса, вăрмана тухса кайрĕ. Вечером Василий заложил телегу, поставил сундук, взял железную лопату и отправился в лес для похорон нужды. Ib. 68. Çăнăхпа пĕрле вăл Пӳрнескене те илсе кĕчĕ, тет те, çăнăхне аламасăрах кăвас хурса лартрĕ, тет. КВИ. Анчах шăлнĕ укçине хăйĕн айне хурса ларнă. ГФФ. † Кăвак сăхман илемсĕр сак çинче хорса каснăран. Серый кафтан некрасив потому, что его кроили на лавке. Регули 854. Ман тырă (тыр) питĕ нумай, ташта хома вырăн топас. Н. Седяк. Вăя пуçланă чух шăпа тытса çăпатасене хурала хураççĕ (кладут под охрану). N. Кĕлте çыхнă чухне çурлана хулпуççи çине хураççĕ. ЧП. Атьăр тутăр кумар-и, варрине хура хурар-и? Янтик. Есир япалусене çакăнта хурайрăр. Ib. Килсен кала вĕсене, япалисене çакăнта хурайччăр. Ib. Эс, Хветĕр, çурлуна çакăнта хурайăр, никам та илес çук ăна. N. Урăх çĕрелле кайса хуман-и? Не положила-ли куда-нибудь в другое место? А.-п. й. 66. Пĕр карчăк кăмака умĕнчи кашта çине типĕтме вутă хунă, тет. Ib. 106. Çавăнта сарайне кайса хур, теççĕ хуçисем. Якейк. Тепĕр рет хорса каяс. Надо начать класть новый ряд (напр. кннг). N. Тăхлаччи пиçнĕ хура пĕр-пĕр савăтпа сĕтел çине пырса хурать. N. Эсĕ лашăна юпа çумне хур, ху тăрăх сак çине лар. N. † Айăм, айăм темесен ая минтер хумĕçĕ. НР. † Çырма орлă каçă хотăм. Мостки устроил через речку. Султангул. † Эсĕ леш енче, тăван та, эп ку енче, кил иксĕмĕр хурар та ай каçмине. Хуратсăн хур каçмине ай çӳçерен, пусмассерен вăль-вăль та ай авăнтăр. Н. Карм. Каçмăрсене хурсан çирĕкрен хурăр, каçмассерен каçмăр авăнтăр. || Прикладывать, приложить. N. Вăл хăлхине ĕçчена çумне хунă та итлет. Он приложил ухо к стене и слушает. О земл. Кĕнеке тăрăх мĕн пĕлнине ĕçе хума тăрăшаççĕ. N. Çитмĕл çула çитрĕм, çын çине алă хурса курман. || Ударить. Альш. Çакă çĕлен Ивана пырса хучĕ, тет (ударил). || Класть больного в больницу. Кан. Кусене эпĕ хамăр Пеловолшск пульнитсине хутăм. Сборн. по мед. Дифтеритпа чирленĕ çынна часрах больницăна хумалла, е ун патне доктора чĕнсе килмелле. || Привернуть (оглобли). Торп-к. Старик вăрмантан килсе торта хочĕ, тет (привернул). N. Кĕркури турта касса тухса хурать те, урапи çине хăпарса ларса, татах малтанхи юррах юрлать. || Пришить. N. Кĕрĕк çине хур. Пришить к шубе (о воротнике). ТХКА. 71. Çăварнире лаша ĕрĕхсе çурна кĕрĕкĕн çаннине çĕнĕ тир татăкĕпе анне пит лайăх сапланăччĕ, йăллисене çĕнĕрен хунăччĕ. || Заплатать. N. Йĕм çине тăхăрвун пилĕк саплак хунă пулнă. || Натягивать (о струнах). Якейк. Кĕслея çĕнĕ хĕлĕхсем хочĕç (натянули). || Набираться. Урож. год. Нӳрĕпе хăват хурса çитĕнеççĕ хумханса (травы). N. Самана лăпкă тăрсан, эпĕ хăват хурăттăм. || Ставить (самовар). Янтик. Кĕпер пенчи сăрлă юпа ут кăкарни пирĕн у ( = вăл), сăмавар хурса сахăр катни шур явлăкли пирĕн у. || Поставить (охрану). N. Халĕ (1906 ç.) вырăнĕ-вырăнĕпе хурал хунă, е салтаксем тăраççĕ, е казаксем çӳреççĕ. || Ставить в банк (в игре в карты). Орау. Малтан пĕрер тенкĕ хурса вылярĕç. Унтан икшер тенкĕ хура пуçларĕç. || Закладывать, заложить. Альш. 15 тенкĕ парса ятăм та, тăлăпне хăварчĕ хурса. Юрк. Хупаха хур. Заложить в кабаке (вещь). Ib. Хупаха хурса эрех ĕçеççĕ. || Начислять. N. Ун чухне банк укçана пит пысăк процента хурса пама пуçланă. || Творить (ставить) тесто, замесить. Юрк. Кăвас хур. N. Кӳптĕрме хур. Сред. Юм. Колаç хорса лартрăм. (Колаç пĕçерме чоста хорса лартсан çапла калаççĕ). Хурамал. Сăрана хатĕрлесен тепĕр кун ирхине икерчĕ хураççĕ те, каç икерчине пĕçереççĕ. || Назначать на место, на должность. Пухтел. N. Сана каллех ĕлĕкхи вырăна хурĕç. Альш. Унта вĕсем хăйсен хутлăхне пĕр хĕрне касначчея хураççĕ. Истор. Аслă княçа иккĕшинчен пĕрне хурасшăн пулнă. N. Пирĕн ялта шкул уçнă, унта çав Волкăва хăйне тиректăра хунă. Чăв. й. пур. 26. Сана куланай пухма хуратпăр. Ib. 26°. Сана куланай пухма хурасшăн, тенĕ. || Определить, установить. N. Вĕсем пĕтĕм халăх çырăва вĕрентĕр тесе çĕнĕ йĕрке хунă. Орау. Атăсене икĕ мăшăрне те кайса парас: хăшне тӳрлетет, вара пĕр мăшăрне хăй илсе тӳрлетнĕшĕн укçа хури (хурĕ-и)? N. Вут тупăнмарĕ, ыттине ĕçе хунă. || Решать. N. Йышăнмасан укçа пама пăрахăç тума хунă. || Накинуть. П. Патт. 13. Темĕскерле çын кĕрĕкне хулпуççи çине хурса тухрĕ. || Прикрытый. И. Тукт. Кайсан-кайсан, Ульянасене пĕр чăптапа витсе хунă лав тĕл пулчĕ. || Приказать, велеть. N. Çаврăнма хуратна, анма хуратна юланут çинчен? (Такмак). || Подать в суд. Чăв. й. пур. 210. Эпĕ каçармастăп, манăн ача вилет, эпĕ сута хуратăп, тенĕ. СПВВ. Сута хучĕç. || Чув. пр. о пог. 278. Хĕлле юр сакăн-сакăн пусма пек картлашкаллă пит нумай хурсан, çулла тырă-пулă пит лайăх пулать. Если зимою очень много насядет снегу ступеньками, как у лесенки, летом хлеб будет очень хороший. || Уродиться, родиться в кого. Юрк. Такам шуйттана эсĕ хунă! Ib. Митукăн амăшĕ те шарт тĕлĕнет: „Ачу масарĕ ку Митук, кама шуйттана хучĕ-ши? Пирĕн йăхра никам та ун пекки çукчĕ-çке“. N. Вăл амăшне те, пиччĕшне те хуман, пит çемçе çын пулнă. Регули 923. Пĕтĕмпех хама хунă. ÇМ. вăт. || Значит, надо полагать (?). Рукоп. календ. 1908. Шикланаççĕ хур.|| Почитать, ставить во что. N. Илтмĕтĕм сирĕн сăмахăра, чунăм чухлĕ хуратăп кăмăлăра. ÇМ. Этем чунне — выльăх чунĕ вырăнне ан хурăр. N. Эсĕ ман сумаха сумах вырне хумарăн. N. Пирĕн ватăсене чыса хураççĕ. Дик. леб. Çакна хăнăрсене чысламалли тĕслĕрен ĕçме-çиме вырăнне хурса выльăр. N. Кăмăл хурса, хĕрхенсе ман айăпа каçарсам. || Составить, сложить. N. Микула геройсене мухтаса юрламалли çĕнĕ юрă хучĕ. || Сравнивать. N. Петĕр çын чĕрине çăлкуçĕ майлă хурат.|| Зачесть. N. Эсир мана ку ĕçшĕн айăпа ан хурăр, тенĕ. N. Мана винавата хуран. N. Çавна та ĕнтĕ айăпа хуратна? || Давать (имя). Яжутк. Пирĕн ялта пĕтĕмпех (все) Шăнкрин ятлă, ахаль пуп çавнашкал хунă. || Девать. Хĕн-хур. Ачасене ăçта хурас! Вĕсене те пăрахас-и-мĕн? Толст. Çиллĕме ăçта хурам-ши? Юрк. Ай-хай, арăмçăм, сарă арăм, çта хурĕç-ши манăн чунăма? Чем люди живы. Кала эсĕ, укçăна ăçта хутăн? тет Матрӳне. Альш. Килĕнче хăйĕн пурлăхне ниçта хура пĕлмен. Ib. Сирĕн пек лайăх çынсем умĕнче ырă сăмахăма ăçта хурам-ши? Ал. цв. Каялла çаврăнса пăхать те, ниçта алă хума та вырăн çук. || Наливать. N. Сăра хур, наливать. || Пить. КС. Сăра ĕçтернĕ чухне: хур, хур, тесе сĕнеççĕ. || Оценивать. N. Хамăрне 50 тенке хутăмăр. Орау. Сурăха пĕр тенкĕ хучĕç. Оценили овцу в рубль. || N. Эсир канаш тăватăр пулсан, эпир ăна пĕтерĕпĕр; эсир пĕр-пĕр сăмах хурсан, вăл сирĕн пулмасăр юлĕ. N. Хампала иксĕмĕр хушăмăра эпĕ сăмах хуратăп. || Быть принятым. П.-Пинер. Пасара кайсан çын вали кулаç илме хуман. N. Уяра хирĕç юпăнчă илме хунă. N. Ывăла шаннă — хуран çеккĕлинчен тытма хунă тет, хĕре шаннă — алăк хăлăпĕнчен тытма хунă тет. || Потратить. Календ. 1907. Çĕре тухăçлăрах тăвас тесен, ăна ĕçлеме вай нумайтарах хурас пулат. || Пожертвовать. N. Вĕсем халăха ирĕке кăларасшăн хăйсен пуçĕсене хучĕç. || Развести (огонь). НР. † Уй варрине вут хуртăм. Среди поля я огонь развела. А.-п. й. 21. Такасем, пĕр-пĕринпе тĕкĕшессине шанса, шăнасран çапă пуçтарса вут хунă. || В чувашизмах. ЧС. Вăл (лошадь) е хирте е картăшĕнче ирĕк çӳренĕ чухне, ун патне тытас тесе ют çын ан пыра хур (и не думай подходить), хăна пĕр систермесĕр шартлаттарса тапса яратчĕ. N. Эпир çав ӳсĕр пекех пулас мар, хамăр ăса çухатсах хурас мар. Халапсем 27. Тархасшăн ан кая хур (не уходи), эсĕ пире тĕрмере çĕртсе пĕтеретĕн. Юрк. Ан кая хур. Не вздумай пойти! Чем люди живы. Çимун Михала ĕçне пырса пăхнă та, шартах сикнĕ: Михала улпут таварĕнчен вилнĕ çын пушмакки çĕленĕ хунă. Конст. чав. Инке каллех: ан ухмахланса çӳре хур эсĕ, ачам, апла, терĕ. См. Магн. М. 263. || В качестве вспомогательного глагола. Оп. ис. ч. II. Виçтерсе хур, эп пырăп. Вели взвесить, я приду (и возьму). Ib. Вăл çаран çине кĕре ан хур — пĕтрĕн вара. Не вздумай пойти на эти луга — погибнешь. ГФФ. † Мана савнă сар ача шотласа хонă ылтăн пек. Мой размиленький красавчик — ровно считанное золото. Оп. ис. ч. II. Лашине витине хупса хурат. Ставит дошадь в конюшню. Ib. Çил тухиччен акса хурас. Надо (заранее) отсеяться, пока нет ветра. Ib. Тĕтĕрсе пĕтерсен, шăналăка карчĕ те хучĕ. Окурив, она задернула полог. А.-п. й. 53. Кашкăр йăпăр-япăр тĕпсакайне анса кайрĕ. Йытти сакай алăкне шăнкăрт хупса хучĕ те, пас кăларса вĕрме тытăнчĕ. Когда волк забрался туда, собака захлопнула крышку, а потом принялась лаять. Ib. 90. Мĕн пур йăвăç купинче мачча кашти курăнмасть. Тупса хурсан кашталăх, тытăнăп тин ĕçлеме. Ib. 91. Çав вăхăтра Сахарĕ çыхать хурать улпута. Ib. 82. Хайхисем килĕшрĕç те, сумккăпа кив капансене улăштарса та хучĕç. Альш. Унтан (она) кукша качакине илет те, хăй качакине çыхса хурат, тет. N. Çапла вара илемлĕ чĕлхене пăсса хураççĕ. Чăв. й. пур. 33°. Ивана хăне ĕçтерсе ӳсĕртнĕ те, пылне вăрттăн илсе хурса сута-сута янă. N. Ухмах çынна ан хирĕçтере хур, вăл тем те туса хума пултарать. Янш.-Норв. Çапла вĕсем вара çураçса хураççĕ те, туй тума япаласем хатĕрлесе хураççĕ. Регули 958. Ĕнер туса хорас мĕн сирĕн. N. Сухи пуçпе сӳрине сухаласа пĕтернĕ ана çинчен тепĕр ана çине кайса хучĕ. Халапсем 15. Хай упанăн икĕ хăлхинчен ярса тытса часах урапине кӳлсе те хурать. N. Агаша йĕре-йĕре Корней пичĕ çине таса тумтир витсе хунă. N. Палач вĕрене хăвăрт туртса илнĕ те юпа çумне çыхса хунă. N. Çитсен (по прибытии) мĕн тăвассине вăл малтанах вĕрентсе хунă. Истор. Ывăлĕсене вăл хăй сывă чухнех пĕрер хула парса хунă. Шăна чир. сар. 19. Шăнасене пистерттерет, нумайĕшĕ тата вырăнтах шăнасене вĕлерсе хурать. N. Пĕр кулак çапла каларĕ, тет: „Пире пĕтĕмпех пĕтерсе хурасшăн“, терĕ, тет. N. Ӳсечен (?) çăнăх исе хурайтăн-а? N. Авал пĕр пысăк пуçлăхран ыйтнă, тет: „ Эсĕ тĕрмене лартакан çынсем хушшинче пит лайăх çынсем те пур-тăр-çке? — тесе. Пуçлăх пăртак шухăшларĕ, тет те, каласа хучĕ, тет. N. Тепĕр çын тата. „Чăн пирĕн çарансем питĕ начар, анчах вăл выльăх çӳренĕрен мар, çулсем çапла килчĕç“, тесе хучĕ. N. „Çапла вăл, Микулай, çапла; Ваçлей пурне те пĕлет вăл“, тесе хучĕ Ерхип. Кн. для чт. 65. Хăйне ниçта кайса хума пĕлмен. N. Каç пулсан пулла кайăпăр тесе ăман чакалтаса хутăмăр. Имен. Ашшĕ ăна хирĕç илме тохать. Алăк оçса хочĕ. Хора-Çирма. Эсир уншăн ятласах хумăр, тесе шутларăм. Думаю (думал), что вы меня не будете за это слишком бранить. (Из письма). Орау. Йăтăнса анса пусса хурĕ (придавит). N. Алтса хур (вырыть). ЧС. Çапла тетен (у брата) сулахай алли типе пуçласан хай этем: „Акă ку керемет çеремĕ хай Михелене мĕн туса хунă, тетчĕ (т. е. что сделал ему киреметь за распахивание киреметевой земли). N. Иле хăйне ырăлăх тунăшăн Якку çапла туса хунă. КВИ. Пиччĕш хăйĕн шăлнĕне чиксе хучĕ укçашăн. N. Хула хапхине хупса хунă. N. Вĕсене епле пĕтерсе хунине (как истребили) илтсеттĕмĕр эпир. N. Чӳрече çумне хĕрлĕ вĕрен çыхса хур.

хуркала

учащ. ф. от гл. хур. ЧС. Çисе тăрансан атте ытлашши япаласене хуркаларĕ те киле кайрĕ. Изамб. Т. Унта вĕсем çулла çывăраççĕ, хĕлле япаласем хуркалаççĕ. Кан. Ун чух кулаксем чылай япаласем илсе хуркаларĕç. N. Пирĕн пичче кĕвĕçĕ, кĕвентепе хуркалать.

хур

хор, обида. Собр. † Вăрмантан вăрмана çӳрерĕмĕр, яштак хулă суйласа. Тытам касам тенĕ чух хуралăç пырса хур турĕ. || Поношение, хула; позор, унижение. N. Çын хурри, людское поношение. Шел. II. 60. Е киле кайса кĕрсе ĕмĕр çын хурри пулса пурăнмалла. Ib. 61. Вĕреннĕ ача чухăн çын ачи пулсан та, чухăн çын хĕрне илсен те хур пулмасть. Юрк. Пирĕн пек çамрăк ачасем пĕр нуша курмасăр хур пулмĕ. Пĕр нуша курнă пулсассăн тăхăр тăшман хурĕ вăл пулмĕ. Никит. Çынсем пурте мантан мăшкăласа кулаççĕ, эсĕ ан мăшкăлах, Макçăм хурри ан тăвах. Альш. † Çĕнĕ кассен хĕрĕсем каччă хурри пулайрĕ. N. † Ухă пек пĕвве ӳстертĕм, çичĕ ют хурри пулайрĕ. N. Манăн çапах çын хурри пулас марччĕ-ха. N. Сана хурлакансенĕн хурри мана тиврĕ. || Жертва. Баран. 123. Тутлă ашне кура, вĕсем (птицы) пăшал хурри пулаççĕ. || Несчастье, беда. Бес. чув. 15. Вăл шухăш, çунман пулсан тахăçанах вырăва (ĕçе) килмелле те, анчах çунни ăна хур турĕ. Альш. Ăна каллах Каша таврашĕ пит хур тăвать, çапла иртес тенĕ çынна нимĕнпе иртме памас, иртме тытăнсан вăл та чуптарать, хыçран пырсан ытла хуллен хăвалать лашине. || Страдания. Ст. Чек. Асăнмасан хур туса пĕтерĕп, тенĕ. || Несчастный (Р). Тайба-Т. Кĕмĕлех те çĕрĕ çырулă куç, хур пулмĕ-ши хур (неснастный?) çын аллинче. || Обидно. Ашшĕ-амăшне. Вăл апла сана хур та-ĕçке. Епле апла тăван хĕре пĕр япаласăрах хăварас пулать?

хурлантар

заставить печалиться, горевать, вызывать грустное настроение, обижать, огорчать, опечаливать, расстраивать. КС. Нюш-к. Вăл (он) вĕсем пик марччĕ, çын чунне кулса хурлантармастчĕ. N. Çапла çырса ма ман чуна хурлантаран? N. Айван ача-пăча ашшĕне хурлантарать. N. Çил вĕсене, сирĕн сухалаканăрăн вăйĕ çук, тесе хурлантарать. Юрк. Атте мана пит хурлантарчĕ. ГФФ. † Порнеллĕ те перчаткă тăхнас мар, хоçасен чонне хорлантарас мар. Уж не будем надевать перчаток, чтобы не огорчить этим купцов. ГФФ. † Мăшăр та шăнкрав çакас мар, ямшăксен чонне хорлантарас мар. Не надо вешать пары колокольчиков, чтобы не огорчить этим ямщиков.

хура юн

черная кровь. || Злобный. Изамб. Т. || Злоба. Альш. Туй кунĕ хай усал хĕрсем те пыраççĕ. Вĕсем савăнан пек тăваççĕ, анчах ăшĕсенче хура юн. Турх. Кунĕ-çĕрĕ пире хĕсĕрлетчĕç, пирĕн ăша хура юн хыватчĕç. Сунчел. Пăхма хĕрсем хĕвел пек, ăшĕ-чикки хура юн. || Испорченный, зложелатель. || Брань. Якейк. И-и, хора йон! Бранное выражение, его употребляют женщины при руганье. N. Хора йон! Так обозвал его в детстве отец, когда узнал, что тот случайно зашел в одну часовню и тем самым наложил, по чувашским представлениям, на свою семью обязанность ежегодно приезжать и ставить в часовне свечи. Орау. Е-е, хура юн! шăмарса анчах çӳрет (злится). Çтан пырсан та кучĕпе анчах çаврăнса тăрать (о лошади, поворачивается задом и не дает поймать). Ф. Н. Накиф. Земский Есипов çинчен сут таврашĕсем темĕн хура юнĕ ыйтса тĕпчесе çӳреççĕ. К.-Кушки. Хура юнне ĕçлесе тăчĕ ĕнтĕ унта (чорт знает зачем), тахçанах кайрĕ.

хуралтă

хоралтă (хуралды̆, хоралды̆), постройка, строение, надворные постройки, здание. О сохр. здор. 103. Çынсен пĕр пӳрт анчах пулмасть, вĕсем тата пӳрчĕ çумне урăх хуралтă та (çуртсем) лартаççĕ. N. Виçĕ çулта виççĕ çĕре анман, шав хуралтă тăрринче шулап тăрăх çунатланса вĕçсе çӳренĕ. N. Хуралта кĕскетсен, пурăнăç каялла каять, теççĕ. В. Тим. † Иртсе пыраттăм хуралтă ай хĕррипе. Изамб. Т. Хуралтă тавраш епле тата? А каковы у вас постройки? Ib. Вĕсем хуралтине аван тăваççĕ. Толст. 144. Пĕрре вăл тăмран сăмсалă, алăлă, уралă пукане тунă та, тутар кĕпи тăхăнтарса хуралтă тăррине улăхтарса лартнă. Баран. 119. Вăрман пире пӳртлĕх, хуралтăлăх йывăç устерсе парать. СПВВ. ПВ. Хуралтă = хуралăт. || Несильная брань. Хорачка. Хоралтă потасси! Б. Олг. Хоралтă потасси, пăçланман, вилмен. Поти-ка мана паян картларĕ, чарчĕ, тет. Ib. Хоралтă потман! Слеп. Хоралту çитмен, çохалман, пĕтмен! (брань). Ib. Хоралтă çитмен! Сĕт-к. Хоралти потманскер! (ругань). || Хорачка. Воç хоралти анчах корăнса йолчă, коçран çĕтрĕ (чуть только видно, напр., о человеке).

хуç

хоç (хус’, хос’), ломать, изломать (вещи). Сет-к. Порт аврине темчол хăтлансан та авса хуçас çок. N. Суха-пуçне Хлимансем купăста йăрань сухалама илсе кайрĕç те, хуçса кӳрсе пачĕç. А.-п. й. 47. Тилли каялла çаврăнса пырать те, шĕшкĕ туя хуçса илсе, тытăнать кашкăра ăшалама. А лиса возвратилась обратно, отломила орешник, взяла волка за хвост и ну стегать его по спине. Ib. 103. Ирхине хĕр йĕке вĕçне хуçса илет те, ашшĕне парса çапла калать... А утром она отломила кончик своего веретена, подала его отцу и говорит... Ib. 69. Инке, аяк пĕрчи хуçатăн,— тесе кăшкăрать Пӳрнески кăвас чĕрес ашĕнчен. Аскульск. Тапарах та сикерех, уратине хуçарах, эпир тепĕре киличчеи çĕнĕ урата хурайĕç. N. Тăрăс! тарас! тапар-и? уратине хуçар-и? уратине хуçсассăн авăспалан саплăпăр. Сиктер. Шывăн леш аякки симĕс хулă, хуçаймарăм ывçăм туличчен. N. Хветĕр арăмĕнне канчалаççине хуçса пĕтерчĕ те, вара кăнчалине унича алăк çине ялав çакрĕ. || Сгибать. К.-Кушки. Алă хуç. Самар. Хăшĕ унта ура хуçса ташлат. Тогач. Пĕр карташ сурăх мый хуçса выртĕ. (Кукăльсем). || Складывать. ГФФ. † Хосан çони хоçмала, хоçсан иккĕн лармалла. Казанские сани складные, если их сложить, можно сесть вдвоем. || Заломить (шапку). ЧП. Хуçрăм лартрăм çĕлĕкме. Собр. Туртнă çыхнă пилĕкне, хуçнă лартнă çĕлĕкне, хĕнемен çынна хăвармасть. (Милĕк). || Колошматить. В. Олг. || Изуродовать. N. Микуçа хăй арăмне халăх кĕлечĕ патĕнче çапса хуçна тĕлте çапса хуçна. Кан. Арăмĕн аллине çапса хуçнă. Изамб. Т. Кăна çăварĕнчен, самсисенчен юн киличчен хĕнесе хуçнă. || Ранить. N. Улпут сыснине улт сыснана петĕм хуçрăм та, пĕр кĕлет какай турăм. А.-п. й. 61. Анчах пĕр пĕчĕк вĕçен кайăк, темле ăнсăртран çунатне хуçнăскер, вĕçсе каяйман та, пĕчченех тăрса юлнă. || Юрк. Яшки пиçнĕ, хуçнă, пырас та çиес. N. Çав такана кăçалхи çул çав пирĕн ачанăн туйĕшĕн тытса пуснă, пиçнĕ, хуçнă, çак туй халăхшĕн хатĕрлесе хунă. || Свернуть. Якейк. Йăвана пĕр конта хуçса прахрĕ, темле осал чир полч (свернуло). || Разорять. Изамб. Т. Юрлăскере тата ытларах хуçса каять ĕнтĕ (разорит). Жатва. Вĕсем ниме юрăхсăр пукра пек, кирлĕ мар йывăç пек, тасисенех усал тăвасшăн пурăнаççĕ, кăлăхах тасисен пурăнăçне хуçаççĕ. Ачач 77. Пĕтĕм пурнăçа хуçса хăварчĕ вăл. || Огорчать. Альш. Ашшĕ-амăшне хуçаççĕ (умирающие дети). || N. Хĕрарăмсем сăмах хуçса калаççĕ (или калаçмаççĕ?) || Сăмахпа çапса хуçаççĕ. || N. Шывăн урине хуç = сивĕ шыва лĕп ту. || Плести (лапти). ТХКА 27. Пысăк, йăвăр çăпата хуçса парса тарăхтартăн мана. НР. † Пĕлтĕр хуçнă çăпатине тор-тор! кăçал туса пĕтертĕм, шеремет! Лапоть, начатый (который начал плести) в прошлом году, в этом году доплел я.

хуçăл

ломаться. N. Анне алли хуçăлнине пĕлтĕм. А.-п. й. 63. Ман çунаттăм хуçăлчĕ, çавăнпа эп вĕçейместĕп,— тет кайăк. Ib. 33. Сиккелесе пырать кайăк хуçăлнă çунатне тăратса. Ib. ЗЗ. Иккĕшин те (качака такисен) мăйракисем хуçăлса ӳкнĕ, хăйсем аран-аран кăна пашкаса выртаççĕ. Ib. 111. Упа хăпарса ларсанах, урапа турти хуçăлчĕ кайрĕ. N. Йывăç хуçăлса аннă пек хуçăлса антăр. Орау. Ку ламппăн правулккисем хуçăлса пĕтнĕ. Сред. Юм. Пилĕк хуçăлать-и мĕн, ытла пĕрте пĕкшĕнейместĕн. (Говорят, если человек с трудом наклоняется). Оп. ис. ч. II. Туя тăрри тумхах çул, алăри туям хуçăлах карĕ, хамăн ура тупань шăтах карĕ. Трость, бывшая у меня в руке, вдруг переломилась, и я наткнул себе подошву ноги на острых кочках дороги. КВИ. Тăпра çине çавăнтах кайрĕ этем йăванса, ăнĕ тухса кайнипе ури анчĕ хуçăлса. Сред. Юм. Ай, пĕрмай кĕрешсе çӳренĕшĕн алли хуçăлмаччĕ = алли хуçăлтăрччĕ тени полать. Юрк. Ылттăнтан алка авăнмас, мамăкран тӳшек хуçăлмас. || Износиться. СТИК. Атă чис масаран карĕ, кунчи пĕркеленсе хуçăлса анчĕ, кĕли пĕтрĕ (о сапогах). || Разоряться. || Падать (о цене). Орау. Хак хуçăлчĕ. Цена упала. || Пропасть. Çĕнтерчĕ 59. Пурнăç шанчăкĕ хуçăлчĕ. Кан. Враг. Çип пек çинче пĕвĕм, айван ăсăм, хуçăлачкĕ (= хуçăлать-çке) çичĕ ют аллинче. || Огорчаться, расстроиться. Пазух. † Сантан йывăр сăмах ай илтсессĕн, манăн çемçе кăмăл та хуçăлать. Янтик. Хула енчен çил вĕрет, хурăн туратне хуçасшăн. Хурăн турачĕ хуçăлмарĕ, аттепе анне кăмăлĕ хуçăлчĕ. N. Петĕр çавăнта анчах хăйĕн хуйхипе хуçăлса пĕтнĕ чунне лăплантарса пурăннă. Капк. Вăл вара, кăмăлĕ хуçăлнипе, чире ернĕ. || Переживать (горе). N. Ухванеçе вĕсем йĕрсе хуçăлнине итлеме пит йывăр пулнă.

хута кĕр

заступаться. Якейк. Эп сан хута кĕтĕм. Я заступился за тебя. N. Пирĕн хутăмăра кĕр. Дик. леб 49. Пĕр чĕрĕ чун та Елиса хутне кĕмен. Сĕт-к. Çичĕ йота тохсассăн, манăн хута кам кĕрет? (Хĕр йĕрни). Ст. Дув. Çичĕ ютран сăмах илтсессĕн, манăн хута кĕрес çынсем çук. N. Вĕçем Мĕкĕте патне пынă та, ăна хăйсем хутне кĕме йăлăннă. С. Тим. † Шăпăр-шăпăр çумăр çăват, пире сăран кам парас? Çичĕ ют килне кайсассăн, пирĕн хута кам кĕрес? Ала 93. Пĕри те ăна хута кĕрекенни пулман. || Помогать, служить подспорьем. Баран. 98. Пайтах ĕçре тата ун хутне лаша кĕрет (помогает). КС. Улми лайăх пулсассăн, çăкăр хутне кĕрет (служит подспорьем). || Заменять что. Копăрля Янасал. Çирĕм чикĕм масмакне тоттăр хутне кĕрет поль терĕм (думала я). Баран. 100. Пахча çимĕçĕ çăкăр хутне кĕрет. Ядр. Çак сурпана ма турăм-ши? Ама хутне кĕрет пуль терĕм те, ама хутне кĕмен мĕн, хĕр ĕмĕрне иртернĕ мĕн. Баран. 119. Вăрманта тĕрлĕрен кăмпа, çырла ӳсет. Вĕсем пурте апат хутне кĕреççĕ.

хутлам

боры, складки, загиб. N. Вĕсем нумайĕшĕ тумтир хутламĕсенче (в складках одежды) пулаççĕ. В. Олг. Кĕпе хутламĕ, широкая складка особая у женской рубахи (у пояса). Юрк. Хутлам сурпан сырăнсан, арăм илемĕ килет-çке. Тайба-Т. Хутлам-хутлам шур кĕçе, хутламĕсем хуртланнă. N. Вуник хутлам тилкепе, варри пурçын, вĕç ука. || Сгиб. Бур. Кăçал çунă юрсем пит тарăн мар, чĕркуççи хутламĕнчен ытла мар. || Морщина. || Беремя.

хутран

изредка, иногда, время от времени. Кан. Крымра халь те сайра хутран çĕр чĕтренсе илет. Якейк. Хутран виç кĕпене лорнап, пĕрне хутран тăхăнмалли тăвап, лайăх кĕпе, тонтир прăçнăксенче, пасарсенче, çимĕксенче тăхăнмалли. N. Хутран-хутран кăна çĕрулми пĕçерсе çиетчĕç. N. Хутран-хутран çеç килĕп. Букв. 1904. Хутран-хутран аякра куккук авăтни илтĕнет. || Время, течение времени. Альш. Пушă хутран (в свободное время) халлапсем яратпăр пĕр-пĕринпе. || Случай. N. Çакă хутран салтака каймарăм. Баран. 31. Тӳр килнĕ хутран вăл тепĕр чухне пилĕк пус анчах вăрламасть, тенкипех çаклатса тухать. Ib. 30. Шухăша кайнă хутран кăна (ему) тахăшĕ каланă пек туйăнать. Ib. 201. Май килнĕ хутран вĕсем çине тăма тăрăшнă. Ib. 128. Хĕн килнĕ хутран виле те çисе пăхать (лисица).

хут

топить (печку, баню). N. Кăмакана вут хутни. Орау. Паян кăмакана хутса çунтартăн-и эсĕ? (истопил ли?). N. Хветли кантăр типĕтме мунча хутнă. Ашшĕ вăл мунчине хытă хутасран хăранă. Хветли ашшĕне каланă: эпĕ мунчине чулĕ хĕрмеллех хутман, тенĕ. N. Эпир пӳрте улăм (улăмпа) хутатпăр. Ромс 29. Вутă хутса çунтар, истопить печь. Орау. Кăмака хутса ятăм эп, те çунать, кайса пăх-ха. N. Ку таранччен пĕчик пӳрте вота хутман-ха. N. Эсир вут хутрăр-а паян? N. Эсир пӳртĕре мĕн (мĕнпе) хутатăр. Сборн. по медиц. Хĕлле е кĕркунне йывăр сывлăша туртса тăтăр тесе кăмакана хутах тăрас пулать. Изамб. Т. Кăмака хутса яраççĕ. Затопляют печку. Абыз. Хутса лартас, затопить. || Мочить (мочало, лен, коноплю). Изамб. Т. Шурă тăвас тесен шыва хутаççĕ (лен). N. Ку çырмана кантăр хутаççĕ. Якейк. Çапса пĕтерсен кантăра е йĕтĕне хотаççĕ. Ib. Эп паян ик солă кантăр, пĕр солă йĕтĕн хотрăм. Ib. Эс кантăр хăçан хотас тен? — Эп сус хотса кăларни эрне ытла уш. Ib. Эп сӳс хотса кăларнăранпа теминче кон та ирттĕр поль. Кан. Йĕтĕнпе кантăра хутмалла. Ib. Вăрăм Ухваниç Лăриванĕ ял хушшинчи пĕвене курăс хутнă. Б. Олг. Каран вара хотаччĕ кантăрне те, посине те, шура выртат виç эрне. Баран. 153. Çăка хуппине вĕсем шыва хутаççĕ. N. Кантăр хутма кайнă. N. Мунчала хутма кайнă. Поса кантăрне хотса кăларчĕç. Сред. Юм. Кантăра çапсан пăртак çемçелме шыва кайса пăрахнине — кантăр хутас теççĕ. || Ставить спряденные ннтки в золе в печку (белить нитки). Б. Яныши. Хора кораксем килсен, чăваш хĕрарăмсем часăрах çипсем хотса (пĕçерсе) пир тĕртме тытăнаççĕ.

хутаç

хотаç (худас’, ходас’), мешок. Изамб. Т. Хутаç, мешок маленький, самое большое в 1 аршин длины. Сред. Юм. Хôтаç, мешок, в который приблизительно пойдет с пуд муки. Янш.-Норв. Çур хутаçа яхăн кĕмĕл тупнă. КВИ. Ылттăн-кĕмĕл çап-çутă хутаç тулли ялтăрать. Ib. Ухмах этем шăлнĕне сăнăпала чиксенех илчĕ укçа хутаçне. Крат. расск. 20. Вĕсем ăна астумасăр чикнĕ пулĕ сирĕн хутаçăрсене. N. Хутаççа (хутаç ăшне) улма тултарнă. ТХКА 81. Тăватă мăйăрне çиеп те, ыттине хутаçа ярап, тет. || Кисет. Панклеи. Алăкра чĕлĕмпе тапак хотаççи çакăнса тăрать. || Сума, котомка. Собр. Ĕçлес килмесен, хутаç çакса кай, теççĕ. (Послов.). Арçури. Хутаç çакса каятпăр, ыйткаласа çӳретпĕр. ТХКА 75. Çав кĕрпене аппа пĕр хутаçах çыхса парса ячĕ мана. || Сумка. Тюрл. Хотаç хăлăплă полать, çăкăр чиксе çӳреççĕ он çине, пысăк мар. Ачач. Шкул хутаççине хул айне хĕстерчĕ те, пĕчченех килелле уттарчĕ. Регули 1115. Хотаçа ятăм; хотаçа хотăм; хотаç шне хотăм. || Ящик на мельнице. Ст. Чек. || Стручок. N. Хутаç-хутаç, пăрçа курсан кăшкăраççĕ тăрнасем. П. Янгильд. Çавăнта пĕрре, пăрçа хутаççи тулсан, пăрçа вăрлама карăмăр. Якейк. Хора хотаç, рожки (фрукты).

хуть те

хотя бы, что угодно, какой угодно, любой, что бы ни, кто бы ни. ЧС. Никампа та пĕр сăмах калаçма хушмаççĕ, хуть те аçу пулсан та. Янш.-Норв. Ыттисене хуть те мĕн ту (что хочешь), хуть те хăвна пурте парăнса тăтчăр. N. Есир ман умра чарăнса тăрăр-ха, эпĕ калаçам, хуть те темĕн çитсе вăрăнтăр хама. Ст. Яха-к. Вĕсем вара çав çуна çине пĕр йĕркесĕрех ларса тулаççĕ; хуть те кирек те кам (кто угодно, хоть кто) лар, чармаççĕ. Чув. календ. 1910. Хуть те мĕнле чир те вĕсемсĕр пулмасть. Янтик. Хуть те мĕн ту манпа (мана), эп çапах санран юлмастăп.

хушă

промежуток, расстояние. Юрк. † Улăх хушши ултă çухрăм, çĕлĕк ӳксе юлайрĕ. Бес. чув. З. Ял варринче икĕ мечет ларса тăнă, хушшисем инçех те мар. N. Кашни йывăçа хушшине пĕрер хăлаç хăварса лартрăм. Ала 54. Çул çинче ял хушшисем инçе, е вунă çухрăм, е вунпилĕк çухрăм. ЧП. Пирĕн хушшăмăрсем пит инçе. N. Хушша пĕрер хунар хăварса... Тим. † Çĕр чăтайми пӳрт ларттартăм, хушшинчен кĕрилтса кастартăм. Регули 102. Воннă çохрăм хошшинче (тăххăр çохрăм иртсен воннă çохрăм шăнче) номай йăвăç касса пĕтернĕ. || Разница. Нюш-к. Пирĕн иксĕмĕрĕн хушшăмăрта асли-кĕçĕнни виç çул та çук пуль. || Альш. Кӳршĕ-аршă хушшинчен кӳл пек сăра турăмăр. || N. Пирĕн хурăнташ, е тăван пиртен инçе пурăнсан, эпир пĕр-пĕринпе хушшăмăра çыру çыратпăр. ЧП. Пирĕн хушма (= хушăмăра) кĕрен тăшмансем. N. Хампа сирĕн хушшăмăра, сирĕнпе хам хушша. || В расчете. В. Олг. Иккĕн хошă татăлса. Ib. Хошă-хопă татăлса. || То место, где соединены два предмета вместе. СТИК. Сĕтел çинче икĕ хăма хушши расах йĕр выртать. Изамб. Т. Китăн шăлĕсем шултăра, усен пĕр-пĕрин хушши пур. Яргуньк. Çав пушмак хушшинчи кĕрпе пăрчи тухса выртса мăн хурчка пулса алтана тапса вĕлерчĕ, тет. || А.-п. й. 56. Йăви пĕр юплĕ йăвăç урлă вăшт сиксе каçса кайрĕ. Кашкăрĕ, пысăк пирки, йăвăç хушшинех хĕсĕнсе юлчĕ. Актай. Кайăк пĕр юман хушшипе йăлт! сиксе каçса кайрĕ тет. || Ыраш 4. Утса пыратăп çак хушăпа хайхи кĕççе пек çемçе çерем тăрăх. Сылтăм йĕнче хайхи пĕве çитнĕ ыраш. Сулахай енче симĕсрех сĕлĕ. || Сам. 67. Лаши чупрĕ юртăпа малти хушшалла. || Промежуток времени. ЧП. Эрне те хушши çичĕ кун. Баран. 140. Хĕллехи сивĕ иртсе сасартăках çула пулса тăмасть: ик хушăра çуркунне пулать. Юрк. Çак эрненĕн хушши çичĕ кун. СЧЧ. Çуркунне мункун хушшинче вилчĕ (на пасхальной неделе). Лашм. Пĕрне-пĕри, тантăш, хытă ан кала, уйрăлас хушшăмăрсам инçе мар. Г. А. Отрыв. † Калаçас хушăсем, ай, сайралчĕç, уйăрлас хушăсем çывхарчĕç. Регули 59. Çӳремелли хошăра коленех çӳресе. А.-п. и. З6. Çав хушăра тилĕ вăшт! тухса сирпĕнчĕ шăтăкран. Ib. 36. Çав вăхăтра эпĕ тухса тарăп та, вĕсем сана пăрахса ман хыççăн чупĕç. Вăл хушăра эс те вĕçсе кайăн,— тет. Ib. 39. Кайăк хыççăн чупса хăшкăлнă хушăра Çахарăв пичкери кăвасĕ веçех юхса тухрĕ. О сохр. здор. Çавăн пек тислĕке нумай хушă тăкмасăр тăрса килте çĕртни хамăр сывлăхах пит усал. Актай. Пĕрре куккăшĕсем пурте пускиле тухса кайрĕç, тет. Çав хушăра (в это время) çавсам петне виç вăрă пычĕç, тет. N. Çав хушăрах, в то же самое время. Шурăм-п. 20. Хушăран-хушăран (время от времени) пуплекелеççĕ (перекидываются отдельными замечаниями). N. Вăл çук çынсене хушăран хушă (по временам) укçса та валеçнĕ. N. Пирĕн кунта пĕр хушăра вăрçă чарнать, тесе пуплерĕç. Регули 123. Апат çияс хошăра онта кайса килет. Ib. 1190. Апат çинă хошăра каларĕ. Ib. 181. Эпир апат çинă хошăра вăлсам ут кӳлчĕç. Ib. 124. Апат çияс хошăран туса илет. N. Эс вăлсампа халапланса тăнă хошăра эп чай ĕçсе тохрăм. О сохр. здор. Ĕçленĕ е çӳренĕ хушшинче тарланă пулсан, çири тумтире хывса пĕр кĕпе вĕççĕн анчах тăма хăрушă вара. Дик. Леб 46. Тата тен санăн хăш чухне пур енчен те чаплă пурăннă хушăранах ĕлĕкхи хăвăн пурăнăçна та астуса илессӳ килĕ. Панклеи. Старик кайăксам ларнă хошăра (пока) холян веçернчĕ те (высвободился), анчĕ йоман котне (слез с дуба). Регули 180. Çомăр çунă хошăра эпĕр йывăç айĕнче тăтăмăр. N. Эпĕр вăрмана кайнă хошăра эсĕ тохса карăн. N. Килтех пурăнатчĕ пулас пĕр хушă, некоторое время, кажется, дома же жил. || Период. Сл. Кузьм. 76. Анчах вăл та пĕр хушă тем чирлĕ çын пек çӳрет. N. Пĕр хушă иртсессĕн. N. Пĕр хушши. Кан. Кăшт вĕреннĕ хушăрах лайăх çырма вĕренчĕç. Чт. по пчел. № 17. Çу каçа вĕрентнĕ хушăран тата пĕрер уйăх вĕрентет. Орау. Иртнĕ çура ĕç çинерех (около страды) пĕр хушă çăмăр пит хытă çурĕ. || В течение. N. Виç сехет хушши кĕнеке вулас пулать. N. Темиçе кун хушши. Кан. 1919. Акă ĕнтĕ хура халăх хăй пурăнăçне юсама тытăнни икĕ çул çитрĕ, икĕ çул хушши хура халăха хăй пурăнăçне юсама пуршуаçи картласа тăчĕ. N. Çын тавлăк хушшинче пĕтĕмпех сывалса çитнĕ. М. Сунчел. Çав çыннăн пĕр эрне хушшинче икĕ ывăлĕ вилчĕ. N. Кĕсре хăмласанах ăна пĕр эрне хушши ĕçлеттерме юрамасть. И. Тукт. Ун пуçĕнче хăйĕн кĕске хĕр ĕмĕрĕ хушшинче пулса иртнĕ ĕçсем пĕтĕмпех вĕçленсе çитрĕç, тусанлă çул кăна çаплах вĕçленмест. Капк. Нумай çул хушши Сахрун хуçа патĕнче тарçăра муталанса пурăннă. N. Çулталăк хушшинче вăл çĕр тавра вуникĕ хут çаврăнать. О сохр. здор. Çапла (таким образом) пӳрте пĕр виç кун хушши уçă тăратас пулать. N. Çулталăк хушши ĕçлесе пурăнсан, эпĕ тата урăх чирпе чирлерĕм. Янорс. Çав çуртсене пĕр вунпилĕк минут хушшинче вут çавăрса илчĕ. Кан. Ултă уйăх хушши чирлисем пурĕ 6589 кун выртнă. || Между, меж, иногда переводится как предлог в, а также к. НР. † Икĕ юман хушшинче. Между двумя дубами. ГФФ. † Çич çул юппи хушшинче çич çул выртнă юр куртăм. Между (этих) семи дорог я увидел снег, лежавший семь годов. ГФФ. † Шăл хошшинчех осраттăмччĕ. Берег я ее (песню), хранил меж зубов. ГФФ. † Шăнкăр-шăнкăр шыв йохать хомăшпа хăях хошшипе. Вода бежит и журчит меж осоки и камыша. НР. † Ыраш хăмăч, хушшинче... В ржаном жнивье... ГФФ. † Пирĕн ĕмĕр иртсе кать шохăшпа хойăх хошшипе. (Ĕлĕкхи юрă). Весь век наш проходит в думах и заботах. (Из старинной песни). А.-п. й. 39. Пытанса вырт тĕм хушшине,— тет улатакка. Ib. 62. Эй, паттăр юман, хăвăн ăшă туратусем хушшине çуркуннеччен куртсем,— тет. Юрк. Йăмра хушшине юр лартсан, çула пыл пулат. Янш.-Норв. Йăвăç юппи хушшине юр ларнă. В. Олг. Лаç хошшинче, между лачугою и амбаром. А.-п. й. 16. Ак пырать хайхискер лăпсăркка юмансем хушшипе. И. Тукт. † Хура шăрçа хушшине те йĕпкĕн мерчен ан тирĕр. Альш. Етремен хушшинче çуркунне пĕтĕмпе шыв юхать. Ачач 109. Чупсан-чупсан, пĕчĕк вар хушшинче тата тепĕр икĕ ачана хăваласа çитнĕ. Ib. 36. Ирхине вĕсене, е уроксем хушшинче тултан класалла аран-аран кĕртетĕр. Чт. по пчел. № 17. Вăйпа ĕçленĕ хушăран пуçпа та ĕçлесен... Регули 1152. Çынсам хошшипе чопса кайрĕ. Ib. 1153. Ик йăвăç хошшине çакрăм. Ib. 1469. Ир те каç анчах çырать; аттипеле ман хошăра ларчĕ. Ib. 1046. Иксĕмĕр хошăра ойрăпăр. Юрк. Хамăр хушшăмăрта калаçса ĕçе пĕтерме пулат (сладиться). Сред. Юм. Тем сăмах хошшине тăрса йолчĕ. (Каламалла сăмаха сăмахланă чохне калама астумасан çапла калаççĕ). Б. Илгыши. Мучи, мучи, мулаххай, мĕн мулаххай сулахай, пришёл патне вир патне, çерки патне сӳс патне, ула качака хушшипа, кама юратан, Микула? Регули 1154. Вотă хошшинче топрĕ. Ib. 1096. Сăхман хошшинчен (хутĕнчен) топрăм. N. Чакак, чакак, чакаклать çичĕ хула хушшинче. Ачач 19. Шахрасатă, пин те пĕр каç хушшинче тĕрлĕ илемлĕ юмахсем каласа, усал патша кăмăлне çавăрнă пулать. Регули 1191. Апат çинă хошша çитрĕм. || Регули 1372. Пирĕн хошшарах хор. || В середине. N. Çавăнтан кайран анаталла аннă чух питĕ хăраттăм: е ачисенчен малтан анаттăм, е хушшинче анаттăм, || Среди. N. Çав хушăра хăшĕ çыру пĕлсе, çав хушăрах тата çыру пĕлменнисем те пур. НР. † Ул-тантăшсем хушшинче... Среди парней-сверстников. || Промеж. Образцы. † Ылттăн кăвакал çуначĕ хушшинчен кăвак пĕлĕт курăнать. || По. А.-п. й. 15. Ак пырать хайхискер чăтлăх вăрман хушшипе. || За. N. Сахар сĕтел хушшинче çаплах юрă юрласа ларать. Захар, сидя за столом, распевает песни. Юрк. Пурте кĕрсе, тĕпелелде иртсе, сĕтел хушшинелле кĕрсе ларăр (гостям). В. Олг. Кăмака хошшинче, за печкою. || Иногда не переводится. НР. † Орам хушши такăр мар. Улица не гладкая. ГФФ. † Орам хушшинчи йомрийĕ, кайăксем тăрса кайсассăн, йомри йолать хомханса. Когда с ветлы, растущей на улице, улетят птички, тогда она так и заколышется. Альш. Шари-шари кăшкăраççĕ, урам хушшине ян çураççĕ. Собр. Çĕнĕ ял урам хушшине кĕленче сарса тухнă-ĕçке.

хушăран

иногда. N. Хушăран „Кай, кай Ивана“, „Колхоз юрри“ юрласа кăтартать. Ск. и пред. чув. 77. Нумай вĕсем старикпе ларчĕç сăмах калаçса, калаçнă чух хушăран ĕлĕкхине асăнса.

хушă

(хужы̆), шалаш, шатер. Чертаг., Н. Нарм., Кубово, Шарбаш. Хушă, шалаш, собачья конура. Чуратч. Ц. Унтан çӳлерех пӳлĕм-пӳлĕм пек хушăсем пулнă. Питушк. Хушă = ӳкле. Зап. ВНО. Хушă = ӳкле, ӳпле, шалаш. Истор. Вĕсем пурăнма авăн пек шалçасем тăратса, çине кĕçесем витсе хушă тунă, çӳле тĕтĕм кайма шăтăк хăварнă. О сохр. здор. Пĕр вăхăтлăх пурăнмалли хӳтлĕхсем: хушă (шалаш), чатăр, çĕр пӳрт тăваççĕ. N. Вырăна пырса çитсен, чăн малтан хушă тума типĕрех вырăн тупас пулать. N. Ĕçлекенсем валли вăхăтлăха тăвакан хушă.

хӳре чикки

репица. СТИК. Сред. Юм. Хӳре чикки, хӳре пуçланнă çĕрти. Орау. Хӳре чикки ыратать, тем пулч. Ib. Лаша хыçкаланса хӳри чиккине пĕтĕмпе çаратса янă. Календ. 1904. Лашасен çилхи тĕпне, хӳри чиккине тăварлă йӳçĕпе виçтăват хут çусан, вĕсем хыçаланма пăрахаççĕ. Изамб. Т. Выльăхăн хӳре чикки пулать (хвост — позвонки его и мясо). || Карамыш. Хӳре чикки татмалла. Тебя надо наказать, исправить. Сред. Юм. Пĕчик ача кам хыçĕнчен те пôлса пĕрмай çӳресен, хӳре чикки эс, теççĕ.

хӳш

хӳшĕ, строение, шалаш. Баран. 162. Хĕрарăмсем хӳшне тăваççĕ. Янтик. Сарă хумăш касса хӳш турăм, савнă сар ачапа выляма. Ау 1З°. Ку пĕр хӳш тĕл пулать, ниçтан кĕме шăтăк çук. Альш. Хурт пахчийĕн варринче хӳшсем туса пĕтернĕ пӳлĕмлĕ-пӳлĕмлĕ. Ib. Вĕсем çатантан авса тунă хӳш пек пӳртсенче пурăнатчĕç, тет. N. Вĕсем пĕчĕккĕ хӳшсенче (в юртах) пурăнаççĕ. Кирлĕ чухне хӳшшине пĕр вырантан тепĕр вырăна куçарса каяççĕ. Ст. Дув. Çеçен хир варрине эпĕ хӳшĕ турăм. ЧП. Сарă хăмăш касрăм, хӳшĕ хыврăм. Альш. Хăйсене пурăнма хӳшĕ пеккисем тăваççĕ.

хăйĕн

его, свой; род. п. от мест. хăй. КВИ. Хăйĕн аслă хĕрĕнчен ашшĕ ыйтать: мĕн мăнтăр? На свете что всего жирней? — спросил однажды так отец у старшей дочери своей. Ib. Анчах шăлнĕ укçине хăйĕн айне хурса ларнă. N. „Хыпаршăн“ укçа яракансем мĕшĕн пире хаçет ямастăр, тесе редакцияна айăплаççĕ. Редакция хăйĕн вăхăтĕнче хаçет пурне те янăччĕ. Орау. Хăйĕннех тăвать мур! Все свое делает, негодяй! (не перестает). || Само собой. О сохр. здор. Çав шатрасем пĕр виç-тăват кунтан пĕтеççĕ те, вĕсем вырăнне лĕкĕ ларса юлать, кайран хуллен-хуллен вăл лĕкĕ хăйĕн такăнать.

хăйсем

они сами, себя. Орау. Вăл сан пăяхаму ухмах пуль вăл, темтепĕр усал сăмах калаçать? — Çук, вĕсем хăйсем çапла. N. Пĕчик ачасем хăйсем пĕр ушкăн (отдельно) пухăнса вылянă. Баран. 182. Ăна (дань) вĕсем хăйсем килсе пуçтарса кайнă. Ib. 154. Пулăçăра çӳресе финнă çынни тинĕсе хăнăхса çитет. Балтий тинĕсĕ çинче вĕсем тивĕс ăстисем хăйсем. Бюрг. Ачи калат: хăйсем килте çук. Ib. Ку каят та тарçинчен: хăйсем ăçта? — тет. Кан. Çавăнпах вĕрентекенсене хăйсемшĕн анчах ĕçлеттерме пуçламалла. || Их, свои. N. Вĕсем хăйсен укçине çухатнă. Кама 3. Вассапа Маринен хăйсен сăмах, Кришшапа Евкенĕн (çамрăксен) хăйсен сăмах.

хăвала

гнать, пригнать, гнаться, преследовать. КВИ. Çӳрет тукмак (волк) кăнтăрла, çӳрет тукмак çĕрĕпе, пырса кĕрет ялалла, çын хăвалать йыттипе. С. Айб. Шур кăвакал чĕппи кӳлĕ урлă, х(ă)валаса каçасчĕ кӳл урлă. А.-п. й. 3. Хăвалама тытăнтăмăр. Ib. 39. Пуян Сахар кайăка хăваларĕ-хăваларĕ те, нимĕнсĕрех килне тавăрăнса кайрĕ. Ib. 31. Тытăнчĕç хайхисене ĕсĕрлентерсе хăваламашкăн. Ib. 31. Эх хăвалаççĕ, эх хăвалаççĕ, хыçалтан тусан кăна мăкăрланать. Ib. 34. Пуçланă хăвалама. Хăваласан-хăваласан, аякрах та мар пыракан тилĕ вăшт! анчах чăмать пĕр шăтăка. Ib. 36. Трашка ачисем, икĕ кайăка хăваласа, пĕр кайăк-сăрах килне таврăннă. Ib. 25. Темĕн-темĕн калать вăл, ăçтан хăваласа кăларăн ăна? — тесе калать тет вăл. Ib. 97. Хушрĕ улпут тарçине пĕр лашине тăварса хавалама çав çынна. Ib. 84. Иванĕ аран-аран сумккине хăваласа кĕртрĕ салтакĕсене. Никит. Çав хура пусăрах Сеппер кĕтӳç те, вăрăм чăпăркка тăсса, кĕтӳ хăваласа çӳрет. Иванова. Вара вĕсем мана хăвала пуçларĕç. N. Çил хăваласа çӳрет. Аттиково. Пĕр кĕркунне авăн çапнă вăхăтра, манăн пичче, уя лаша (лошадей) хăвалама кайсан, (т. е. ловить их, пригнать домой) пуç ыратать, тесе килчĕ. ЧС. Чирлĕ çын пулсан, чирне хăваласа кăларатпăр. Г. А. Отрыв. Кантур çурчĕ тума (Ассакассине) халăха пĕрене кӳме хăваланă (погнали). Орау. Эп килелле хăвалап (ухожу). N. Хăвала! Валяй! (т. е. иди). N. Вăл çын хыçĕнчен хытă чупса хăвала пуçланă (погнался). Утăм. Унта йыт çури тухса ман хыççăн хăваларĕ (преследовал меня).— Мана та унта йытă хăваларĕ. N. Ыттисем унăн сăмахне итлерĕç, тет те, тавай хайхи çынна хăвалама. Шинар-п. Унта ăна полицейскисем палланă та, хăвала пуçланă. N. Вăл çулпа пынă чухне ăна хирĕç икĕ кайăка çӳрекен çынсем кашкăр хăваласа пыраççĕ мĕн. || Охотиться. Хурамал. † Хура пусă такăр пулсан, кил хăвалар тилĕ юр çусан. || Шугать. Орау. Лашан хăй çине ларакан шăна-пăвансене хăвалама хӳре пур. ХЬ. Хăвала = хуйхат, шугать. Ib. Такăш хăваласа кайнă тийăн, ăрамра пĕр çын та çук. С.-Устье. Çак охотник çӳресен-çӳресен пĕр кайăк хăваласа ячĕ тет. || Собирать. Николаев. Вăйă хăвалама пĕр çын юлмичченех çак йĕркепе пырать. Чаду-к. Унта вăл упа курнă. Яла килнĕ те, халăх хăвала пуçланă. Çынсем вăрмана карĕç те, упана пирĕн яла хăваласа килчĕç. Сиктер. Каяс кун пĕр кун малтан теçетниксем пĕтĕм яла килĕрен пĕрер пашалу пĕçерме кĕлĕ тума каяссине пĕлтерсе хăвалаççĕ. || О землед. Чĕри юн хăвалать. || Юрк. Тытăнат урам тăрăх икĕ енĕпе те хăваласа пыма (пожар). || СТИК. Тьыха та çав ача пекех амăшнех хăвалат (= амăшне хурат). || Альш. Çулла ĕç çинчех вĕсене ашшĕ-амăшĕсем: пукрава илсе кайăпăр тесе, йăпата-йăпата ача пăхтараç, ăна-кăна ĕçлеттерĕç. Çавна халĕ хăвалаççĕ вĕсем: хăшне çĕнĕ çĕлĕк илмелле, хăшне çĕнĕ явлăк илмелле, хăшне атă, хăшне пушмак туянмалла. Учите детей. Кирек мĕнле çын та çамрăкранпа ашшĕ-амăшĕ килĕнче мĕне курса ӳсет, çавна юратать, çавна хăвалать.

хăвар

(хы̆вар), оставлять, оставить. А.-п. й. 4. Пĕрне тăварса, пĕрне кăна хăвартăмăр — туртать. Ib. 112. Тирне хăвараççĕ те, улăм тултарса каллех кӳлсе тăратаççĕ. N. Ялта çĕнĕрен прикăвăр туса каллех ял çине хăварчĕç. А.-п. й. 105. Сутьесем чухăн каланине чăн тенĕ, ĕнене чухăна хăвармалла сут тунă. Судьи признали ответы бедняка правильными и за ним оставили корову. Ib. 91. Улпут хăйĕн тарçине лаши патне хăварчĕ. N. Атте-аннене йăвăра хăвартăм (оставил в тяжелом подожении). КВИ. Мĕн хăварнă вăл хăй килĕнче? Что кинул он в краю родном? Хора-к. Çӳçăма-пуçăма салатрĕ, çийĕма-пуçăма хăвармарĕ. Ала 86°. Пуçларĕç лешсем чупма, чана карчăка таçта çитиччен хăварчĕ (обогнала). N. Ваçак ним тума та аптăранă, кайман юмăç хăварман, пĕри те тĕлне тупса параканни пулман. БАБ. Çавăнпа ăна пирĕн ялсем пĕр чӳк таврашĕнчен те хăвармаççĕ (т. е. зовут всегда). N. Саранча шăрчăк хăш-хăш çул тырра пĕр хăвармиччен çисе ярать. N. Арăслана ку малтан хăварса хăварсах пынă. Сред. Юм. Тыр тĕл-тĕл ешлĕ пôлсан, хăварса пырса выраççĕ. Изамб. Т. Пӳрт чуречисене хăвармарĕ (пăр). Альш. Вĕр-çĕнĕрен кĕрĕк çĕлетрĕм: унăнах та хăнтăрне шыра-шыра кĕмен аслă лавккана хăвармарăм. А.-п. й. 42. Хапхине хупмасăрах хăварчĕ хăй. N. Унăн пĕр сăмахне те итлемесĕр хăвармастăмăр. || Прекращать. Бес. чув. Салтакра пурăннă чух вăл вулассине пĕрте хăварман. || Бес. чув. Ун умĕнче унăн ытларах та хăйне хăй аяла хăварасси килмен. || N. Вĕрентес тĕлĕшрен хĕрачасене те арçынсенчен ан хăварăр. || Обойти. Изванк. Çăмăр урăх çĕре çуса пирĕн çие çумасăр ан хăвартăр. (Моленье). Капк. Икровсем шĕвĕртсе хăварма та пултарĕç. Пазух. 56 † Пĕр-ик çавра юрă ай юрласшăн хăвармарăм сирĕн кăмăлăра. || Отложить. Бес. чув. 15. Аслă шăматкуна хăварчĕ. N. Вăл ĕçе вăрăма хăвармĕç. N. Тепĕр куна хăвармăп та-ха. || Освобождать. N. Шкула илсе каясран ачине е укçа парса, е пыл-мĕн, е тата урăх япала парса хăварнă. || В качестве вспомогательного глагола. Оп. ис. ч. 11. Ыран мана хăшăр та пулин вĕсем патне леçсе хăвараймăр-ши? тетĕп. „Не отведете ли завтра который-нибудь из вас меня к ним?“ — спрашиваю я. Ib. Тата мĕн те пулин ĕçлесе хăвармалли пур-и? Есть еще какая-нибудь работа, которую я могла бы сделать ао ухода? Ib. Авланса хăвар. Перед уходом женись. Ib. Ямшăк ачасене тӳрех пуштă хапхи патне антарса хăварчĕ. Ямщик ссадил детей у самых ворот почты. Ib. Йытă çулла калать, тет: ай, хĕлле пăртан пурт туса хăварас-мĕн! — тесе калать, тет; хĕлле калать, тет: ма шăмăран çулла пӳрт туса хăвармарăм! — тесе ӳкĕнет, тет. Собака раскаивается летом в том, что не построила зимою дома изо льда, а зимою - в том, что не выстроила летом дома из костей. А.-п. й. 113. Урапине çапах пăрахса хăвармасть. Ib. 35. Пăхăр-ха, тилĕ тăрнава вĕлерсе хăварнă,— тесе, тăрнана çавăра-çавăра пăхаççĕ. Ib. 77. Унтан арча çине тăприне тапта-тапта варса хучĕ те, паллă ан пултăр тесе, çулçăсем витсе хăварчĕ. Затем накидал земли и плотно утрамбовал. А чтобы не оставалось никаких следов, наложил сверху листьев. Собр. † Ямшăк çуни çунатлă, ларса тухам терĕм те, çунаттипе çапса хăварчĕ, мĕн тăвас. Иваново. Çав куннех ăна ашшĕ чăпăрккапа çаптарса хăварнă, тет. Н. Шинкусы. Чикан вара сирĕншĕн пĕрех хут пăхса тасатса хăварам (пăсташа) эппин тесе салтăнса ларчĕ. Сюгал-Яуш. Кукки каларĕ: айта хам каçарса хăварам, терĕ. N. Вара мана ӳкерсе хăварчĕ те, валалла чупса кайрĕ. Юрк. Ху виличчен ывăлна авлантарса хăвар, теççĕ. Орау. Кам шуйттанĕ пăсса хăварнă-ши хушша? N. Эпĕ вакун çинчен ӳкерсе хăвартăм картуса: çил вĕçтерсе хăварчĕ. N. Тырă мĕнле акса хăвартăр? Кан. Иккĕшне те туяпа хĕнесе хăварнă. N. Эпĕ шăтăксене аслатса хăвартăм. N. Пумилкке тунă чухне вара вăл чĕреспе чашка хире çемĕрсе хăвараççĕ. КВИ. Эп те вара хурланса, икĕ чуна асăнса, урхамаха вырттартăм, чӳклерĕм те хăвартăм.

хăваттер

квартира. N. Вĕсем урăх хăваттере куçаççĕ-и тен? Может быть, они переходят на новую квартиру? Шел. II. 67. Хăваттер ыйтма тесе пырсан. Когда мы пришли проситься на ночлег.

хăвăртла

спешить, торопить, понукать. Кильд. Халăх çиленнине кура, Иван тата пушшех хăвăртла, хыпалантара пуçланă, тет. N. Шкулсем валли хăвăртласа вĕрентекенсем хатĕрлесе кăлармалли курăс тумалла, терĕ. Ст. Яха-к. Вĕсем пĕчĕкрех ачасем иртсе кайнине курсан, вĕсем çине юрпала сапаççĕ. Лешсем вара вĕсем тĕлне çитерехпе лашисене хăвăртлама пуçлаççĕ.

хăвăсен

свой. Туруново. Вĕсем вара хăвăсен амăшĕпе ашшĕ пурăннă яла кайнă.

хăлăхсăр

бесчувственный, как бы железный, на кого ничто не действует, бестолковый, бесшабашный, невоздержный. СПВВ. ИФ. Хăш çын пĕртте шеллемест, е япалана е çынна кăшăт çилленсенех çапать те ӳкерет, суран тăвать. Ытла хăлăхсăр-çке, кăшăтшăн та вăл тĕрлĕ çапса суран тăвать те, теççĕ. N. Вĕсем, хăлăхсăрскерсем, аскăн япаласен пулнă. Ск. и пред. чув. 75. Анчах шăпăр хăлăхсăр; татах ташлама чĕнет. || Неслух. Тюрл. СПВВ. НН. Хăлăхсăр, сăмах каласан итлемен çын. || СПВВ. Хăлăхсăр = хаяр.

хăлхасăр

глухой. ЧС. Çавăнтан вара вĕсем хăранипе хăлхасăр пулса кайнă. Орау. Мĕн кăшкăран, йĕксĕк, хăлхасăр турăн чисти.

хăнтăла

(хŏндŏла, хы̆нды̆ла), клоп. Юрк. Хăваттирĕм пуринпе те аван, анчах пĕримпе начар — хăнтăласем пур. Толст. Хăнтăласем темĕн чухлĕ. Вĕсем мана сиснĕ те ĕнтĕ.

хăпарт

понуд. ф. от гл. хăпар; поднимать. N. Атисем анчĕç те, хăваласа хăпартрĕç. Шарбаш. Хăпартмалли-антармалли (для того, чтобы пустить меньше или больше). N. Хăпартса пыр. Сред. Юм. Калас тесе чĕлхене те хăпартап, тата çапах чарнса тăрап. Чтобы говорить иногда и язык поднимаю, но потом опять удерживаюсь. N. Кӳрĕшсен ĕнер кĕлет хăпартрĕç (поставили сруб на место), витмеллех турĕç. Пир. Ял. Пӳрте хăпартнă чухне аялти йĕркисене смалас пулать. || Поднимать дух. Ск. и пред. чув. З4. Пăхса тăракан яшсене пĕтĕм халран вăл ярать, чунĕсене хăпартса ташламашкăн хĕтĕртет. Алших. Хусан лавкки таварĕ çинçе çынна хăпартат. || Поднимать зябь. Баран. 109. Сухаласа хăпартса хăварнипе çум курăкин тымарĕсем, тырра тивекен хурт-кăпшанкăсем шăнса пĕтеççĕ. || Вздувать. Кама 16. Пит çăмартине сывлăшпа вĕрсе хăпартать те аллисемпе параппана çапнă пек çапать. Кн. для чт. 85. Вăл çара уран пынипе урине хăпартса кăларнă. Изамб. Т. Лашине çаптара-çаптара хăпартса кăларнă (до того, что остались следы). N. Урасене хăпартса кăлариччен çӳрерĕм (разбухли ноги). || О тесте. Ала 75. Хăпартнă хăпарту пек, ларма кайнă хĕр пек. (Çарăк). || О почках. N. Çуркунне кунсем ăшăтса килнипе, хĕлле хура сăнлă курăнакан йăвăçсем те хĕрлĕ сăнлă курăнса хăйсен кăчăксене хăпартма пуçлаççĕ. || Оторвать. N. Кунтан час-часах хăпартас çок мана. Тайба. Хĕрсен хыççăн çӳресе атă кĕлине хăпартрăм. Байгул. Ашшĕпеле амĕшĕнчен хăпартмаллах килтĕмĕр (невесту). || Срывать. N. Çак кĕнекене уçса унăн пичечĕсене хăпартма кам тивĕçлĕ? N. Вăл ку кĕнекене уçса, унăн пичетне хăпартма пултарать. || Отлеплять. Юрк. || Начислять, набавлять. Кан. 4О кратуслине илсе пырать те 22 пус хăпартса сутать. Шурăм-п. Илсе каяканĕ пĕр пус хăпартрĕ. || Повышать (расход). Н. Сунар. Соколов çапла хăпартса пĕр тăват-пилĕк кунта 150 тенке çитерчĕ, тет. || Преувеличивать. N. Вĕсем суйса сăмахсене хăпартса калаçса. || Баран. 84. Каснă салмана (лапшу) çăмартапа хăпартса сарă-çу ярса çиет. || Употребляется в сочетании со словом сехĕр. N. Сехĕре хăпартса пурăнаттăмăрччĕ. Жили в постоянном страхе.

хăпартлан

подниматься, повышаться. Альш. Мертлĕрен пуçланса Сĕве хĕрринелле аранçĕ ту пек хăпартланса тĕме каять. Ib. Тĕме тиекеннисем вара вĕсем урамран аранçĕ çӳлерех, хăпартлансарах тăракан вырăнсем. N. Тотар пуçне солласа, аллисемпе хлаçланса, кăркка пек хăпартланса ячĕ тет мĕн йорласа. Ачач 96. Çынсемпе, кайăксемпе пĕрле, çĕр хăй те хăпартланса тăнă пек... Ib. 23. Апла каласан, ывăлĕ тăрук вăй илсе, çӳлелле хăпартланса кайнă пек пулать. Завражн. Хăпартлан, ободриться, воспрянуть духом. N. Хăпартлан, с приподнятым настроением. Хумма Ç. Куçукпа Иван та юлташсем хушшинче хăпартланса анчах çӳреççĕ. || Гордиться. Полтава 5. Тĕпрен юлнă кил-çуртпа (родовыми хуторами) хăпартланса çӳремест. Кан. Çакăн пек шухăшласа, кăкрине çапсах хăпартланса пырать Екорăв.

хăçан та пулин

хăçан та пулса, хăçан та пулсан, когда-нибудь. Юрк. Итле-халĕ, Петĕр. Эсĕ хăçан та пулин сăхсăхни? N. Унтан тата вĕсем хăçан та пулса калаçнă хака чакарассине шанаççĕ.

хăтана пыр

сватать. N. Иван хăтана пынă ун йăмăкĕ патне. Орау. Карчăкĕ хăтана пычĕ, тит те, мĕлле эпĕ çапла шухăшпа килтĕм те, пама шухăш тытатри, çук-и тесе каларĕ, тит. Хăти: юрать, парас, вĕсем сăрана лайăх тăваççĕ,— терĕ тит те, вара кайран сăмахĕ те пĕтрĕ, тит, хĕре те килĕшсе пăрахрĕç, тит.

хăтăлкалан

избавляться. N. Вĕсем суя хутсем тутарса, тата ытти майпа сутран та хăтăлкаланă.

хăтăр

пригрозить, погрозить, пробирать, дать острастку, грозить. Орау. Атти хăтăрса пăрахрĕ те, çавăнпа каймарăм эп унта. Ст. Чек. Ашшĕ ывăлне пурнипе хăтăрнă. N. Вара Иван çилленсе пĕтĕм вăйĕпе Ваçлее хăтăрса кăшкăрса янă. Кильд. Ĕçлекен халăха хăтăрса ятласа çӳренĕ ĕлĕк вĕсем. А.-п. й. 89. Унтан хăйĕн тарçине çапла хушрĕ хăтăрса. Сред. Юм. Пĕчик ачана ашкăна пуçласан хăтăрас полать. ЧС. Мана аттесем, кайнă чух (когда я уезжал): Пасна хĕррине ан пыр тесе хăтарса ячĕç (строго приказали, чтобы я не подходил к реке). С. Айб. Вĕсен санăннинчен лайăхрах вырăн пур тесе, шыв патшине каллех хăтăрса пăрахрĕ, тет. Шурăм-п. Атте хăтăрса каларĕ. Изамб. Т. Ан хăтăр (не кричи на него), сана тимес вĕт ул. Ib. Хăтăрса пăрахрĕ те (закричал), ача шартах сикрĕ. Букв. 1904. Ашшĕ кусене хăтăрарах чĕнсе, ватă çынтан кулни аван мар тесе кала-кала ăнлантарнă. N. Хăтăрса тăк — застращивать бранью. N. Çынна хăтăрса пăрахиччен ыйтса тĕпче. Шибач. Хăтăрса пăрахрĕ (= ятласа пăрахрĕ).

хăтлан

пытаться, пробовать. N. Петĕр кĕме хăтланчĕ — кĕмерĕ. Петр собирался было войти, но не вошел (был готов войти, но не вошел). N. Çапла хăтлансан-хăтлансан иксĕмĕр те татăлса антăмăр. Изванк. Пĕлмесĕр çынна ан вĕрентме хăтлан, теççĕ. || Стараться. N. Часрах хот яма хăтланăр. N. Ху таврашăнти çынсене пĕлме хăтлан, ăслă-йĕрлĕ çынпа канашлама тăрăш. || Заниматься, делать. Абаш. Акăш-макăшсемпе халь те вăл хăтланать. Он все еще занимается (этими) нелепицами, этой дребеденью (т. е. не оставил старинных суеверных обрядов). N. Нумайĕшĕ çĕр ĕçĕпе анчах хăтланаççĕ. Чтен. по пчел. № 17. Чăн-ши ку вĕрентекенсенĕн хуртпа хăтланма вăхăт çук тени. Регули 570. Вăл пĕчченех хăтланать. Юрк. Сĕтелли патне çывăхарах пырса пăхсан, хай çырса ларакан тиекĕ çывăрса кайнине курах каять те, çиленсе: эсĕ кунта мĕн хăтланса ларатан, тесе кăшкăрса ярат. Ib. Эс мĕн хăтланатăн? N. Эсĕ апла хăтланатна-ха! Да ты вон как! Орау. Вĕсем хăтланĕç. Изванк. Эпĕ, кусем унта мĕн хăтланаç-ши тесе (что станут делать), курма кайма кӳме çине хăпарса лартăм. || Собираться. Орау. Эпĕ вĕсем патне пынă чухне вĕсем выртма хăтланатчĕç (собирались лечь спать). || N. Армансем шыва ларма хăтланчĕç (от дождей), тепĕр эрнерен шыв типсе те ларчĕ. Якейк. Чӳречесем тохса ӳкме хăтланаççĕ (от сотрясения). || Вести себя. Юрк. Пĕринчен пĕри урă, пĕринчен пĕри таса, пĕринчен пĕри йĕркеллĕ хăтланат (о парнях). Сĕт-к. Çиллине шăнаримасăр çапла хăтланать вăл. А.-п. й. 62. Чипер калаç! Мĕн хăтланасшăн эсĕ? Ман хамăн çулçăсене пăхса усрамалла, саншăн чăрманса пулмастех,— тет хурăн шуралса кайса. || См. хытлан.

хăтлантар

понуд. ф. от гл. хăтлан. Сборн. по мед. Юмăçсем нимĕн те пĕлмеççĕ, çынсене анчах улталаççĕ, вĕсем темĕн те пĕр хăтлантарса пĕтереççĕ.

кустар

костар (-тар), понуд. ф. от гл. кус, кос, катить, катать, скатить, скатывать; покатить; прикатить; пускать вскачь. N. Урай тăрăх пĕр ывçă пăрçа кустарса ятăм. Альш. † Сар ачанăн карттусне кукăр-макăр кустартăм. Богдашк. † Кĕленче çăмарта кустартăм, Чулхулана çитертĕм (докатила). || Орау. Таканапа пăрçа кустартăмăр та, пăрçа ăшалаççĕ-ха халь (жарят). Юрк. Çăкăр пĕçернĕ хыççăн пысăк кăмакана паранкăсем кустараççĕ (бросают). Пиçсен, ăна тăвар сапса çăкăрпа çиеççĕ. || Юрк. Çуртăри чустине сĕтел çине хурса сараççĕ, йĕтĕрпе кустарса (катая, рассучивая) çӳп-çӳхе тăваççĕ. N. Йĕтĕрпе тăла кустараççĕ (катают). N. çăмха кустар. Беляева. Ут (у др. утă) кустар (скатывают сено в валы). N. Урапине кустарсан, вĕçет. N. Çол орлă костарса лартса (дорогу замело снегом). N. Хальхинче вырăс пупа тата чăнкăрах çĕртен (с еще более крутого места) кустарса антарса панă (скатил). Якейк. Сасартăк хватлă çил тоххĕр те, çынсене лаши-орапи-мĕнĕпех, кăстăрмач пак костарса, çавăрса исе карĕ. || О быстрой езде. Макка 189. Унтан вара, вилнĕ çыннине пытарсан, пит хытă кустарса таврăнаççĕ (во весь опор). Истор. 112. Ăна хирĕç юланутпа кустарса кайнă (покатили верхом). Ст. Чек. Çын килелле кайсанах, вăрмантан арçури тухнă, тет те, лашана утланса, кустарса çӳренĕ, тет. N. Эпир пит хытă кустарса килтĕмĕр (выртмаран). Бел. Гора. † Вылятрăмăр, кустартăмăр, хапха тулне кăлартăмăр (лошадей). N. Унччен те пулман (вдруг), Иван шăнкăравпа пачăшкă умне кустарса пынă. Толст. Ачасем çавăрăнса пăхнă та, кустарса пыракан кайăкçа (охотника) курнă. Ib. Тутарсем те ăна курнă та, ун патнелле кустара пуçланă. Б. Яныши. Пусăкраххисем учĕсене тытрĕç те, килелле кустара пуçларăмăр. БАБ. Ăçта каяссине хамăр та пĕлместпĕр терĕçĕ, тет те, пурте, павуска ăшне ларса, кустара пачĕçĕ, тет. || Быстро жать хлеб? Якейк. Ку пĕчĕк аная костарса анчах кайăпăр вăт. Ib. Тырри шуламлă та, костарса анчах карăмăр. || Выкладывать чем, vestire. М. Тув. † Пирĕн Тумккă хула пек: тулне тутăр çаптарнă, ăшне ылтăн кустарнă, çулне чукун сартарнă. Н. Лебеж. † Виççĕмĕш вĕретĕм сăрине, хĕрĕх хăлаç нӳхрепне, ăшне шăвăç кустарнă, пичĕкесĕр янă, тет. N. † Вырăсла та çӳçме эп кастартăм, йĕри-тавра ука кустартăм. N. † Йĕс турапа пусса турарăм, çинчен шăрчăк ук(а)сем кустартăм. Янтик. Чăпăрккана малтан ик кантраран яваççĕ, унтан вара ун çинчен тата тепĕр кантра явса пыраççĕ; çав виççĕмĕш кантрана явнине „кустарса явас" теççĕ. || Выпроводить. КАЯ. Унтан мана хуралăç, ват мучи, хултан тытса: мĕлле çак Макçăм ывăль-хĕр кирек ăçта çитнĕ, унта çапкаланса çӳреç-ши! Халь урнă йăтă Тюмине тулланă, тет-ха, тата туллаттарас килет-и-мĕн кĕсен? тесе, кустарса ячĕ (выпроводил). || Scortari. Альш. Кустарат вăл ( = чупат). Она распутничает. || Случать. Янтик. Иван кĕсрине кустарма (чуптарма) кайнă. Ст. Чек. Кустарнă. Случили (корову и пр.) || Соблазнить. Абыз. † Астартăм та кустартăм, кусар вĕçне хыптартăм. Байгул. † Илĕртрĕмĕр, кустартăмăр, хапха тулне кăлартăмăр. || Поддакивать. Собр. Усал çынпа хăй урапи çине ларса кустарас пулат (надо гладить по шерсти. КС.), теççĕ. (Послов.). СПВВ. ИФ. Кустарас — илĕртсе вăл калаçнă майпа калаçса пырас. N. Тĕрĕс, тĕрĕс, Кĕркури хăта, лайăх йĕркепе пăхса ӳстернĕ ачасем нихçан та ашшĕ-амăшĕ ирĕкĕнчен тухса çӳремĕçĕ, ашшĕ-амăшне вĕсем темĕн тĕрлĕ асла хурса пурăнĕçĕ, тесе, Кĕркури майĕ кустарса пынă хăнисем (поддакивали). || О мятели Сятра. Çол орлă костарса лартса. Дорогу замело. Ib. Çол орлă (или: çола) шăлса лартса та, çолĕ çĕтсе. Дорогу замело, и дороги нет. || Пускать (лошадь) в галоп. Цив.

куç курми

куç корми, встр. в чувашизмах. Мижули. Вĕсем çине куç корми полачченех нисталла пăхмасăр пăхса тăратăн (смотришь пристально, не спуская глаз). К.-Кушки. † Каймĕ, каймĕ, тиетчĕç, —кайрăмĕ-çке каясса — куç курми çĕр (вар. çĕре) пулмарĕ. N. Куç курми пулачченех пăхса тăраççĕ. Чăв. й. пур. 31. Çутăличченех тухса кайса, куç курми тĕттĕм пулачченех ĕçленĕ. Выехав с рассветом, он проработал до наступления совершенной темноты.

куçма-куçăн

с глаза на глаз. Уфим. Вĕсем куçма-куçăн калаçрĕç.

куç пек

как зеницу ока. N. Хăйсен йăранĕсене вĕсем куç пек пăхса шăварса çумласа тăраççĕ. || СПВВ. ПВ. Куç пек (с нетерпением) кĕтсе тăраççĕ, чун пек кĕтсе тăраççĕ. Янтик. † Куçăм тулли Куçмам (мой Кузьма) пур, куç пек кĕтсе тăрать пуль.

кутăн-пуçăн

взад и вперед, туда и сюда, шиворот на выворот, вверх тормашкой. Уравăш 2. Халĕ вĕсем, йышланса... Уравăш çырми тăррине... çичĕ çырма юппине, усал çĕре пăхмасăр, кутăн-пуçăн тиркемен: саркаланса пĕр ларнă. Теперь они размножились и широко расселились по семи отвершкам Ораушинского оврага, не глядя на то, что тут неудобное место, ничего не разбирая, как попало. ЧС. Ак эпĕ сана каçчен çиме парам мар! терĕ те, пӳртрен, кутăн-пуçăн тĕртсе, кăларса ячĕ (вытолкала взашей, не дала ему спокойно выйти). КС. Кутăн-пуçăн йăвалан, кувыркаться на разные лады. Тогаево. Хайхи çармăс котăн-пуçăн пăхкаларĕ те: ом шинчĕ (не знаю), терĕ. СПВВ. Х. Кутăн-пуçăн шухăшла. N. Котăн-поçăн халапсем поплесе лараççĕ (несут похабщину). Хăр. Паль. 3. Амăшĕ хайхи, тин куçне уçрĕ курăнать, ача чирĕ кутăн-пуçăн шутлаттара пуçларĕ. Ib. 23. Уринчен урине хуллен çеç иртеркелесе кутăн-пуçăн пăхкаласа пырать. Якейк. Пĕрре анчах çапрĕ — котăн-пуçăн йăванса кайса, тăнтан кайса выртрăм нумайччен. Орау. Ачине урапа çине лартнă та, кутăн-пуçăн кустарать (двигает взад и вперед). Илебар. Ачи, ни кутăн ни пуçăн (ни вперед, ни назад) тухма аптраса, çавăнтах вилчĕ, тет. || Нерешительно, неопределенно. N. Котăн-пуçăн поплет.

куштан

коштан, коштан, мироед, нахальный заправила. N. Куштан — держащий себя важно, горделиво и относящийся презрительно к другим. Бур. † Урам тăрăх çӳрес мар, куштан йыттисене вĕртес мар. Лашм. † Умра тăшман, хыçра куштан, — епле ӳстерем-ши çинçе пӳçĕме? Собр. Куштан çăварĕ пысăк пулать. (Послов.). Якейк. Коштан — хаяр, осал, пор ĕçе те хăй тăвас тенĕ пек тутаракан çын. Коштансам ялта яланах ялпуç полаççĕ. ГРМ. Астăвăр-ха чипертерех: халĕ чăваш хушшинче çырăва вĕренмен куштансем те нумай-çке? Вĕсем çырăва пĕлмесĕрех çынсене пусмăрласа пурăнаççĕ, çынсенчен вырăнсăрах, хăратса, эрех те ĕçеççĕ, укçа та илеççĕ. Истор. Салтаксем пит куштантараххисене тыта-тыта вĕлернĕ. Юрк. † Çул хĕрринчи куршанкă куштана тухас сасси пур. Шорк. Коштан — придирчивый человек, от которого трудно отвязаться, если он сердит. || Форсун, щеголь. К.-Кушки. || Альш. Куштан хĕр, куштан каччă (пур япалине те илемлĕ тăвасшăн тăрăшать: унăн калаçни, кулни, тум тумланни пурте ыттисенчен авантарах пулас тенĕ пек пулать). Череп. Куштан, бойкий, который стоит во главе. || Форсисто. Юрк. † Çĕлĕксене куштан лартас мар, куштан чĕрине çурас мар. Бур. Тутăрсене куштан лартас мар, атте-анне ячĕсене ярас мар. || Свойство того, кто назыв. «куштан»: N. † Карта çумĕнчи, куршанкă, куштан пулас сасси пур. Эй атте-анне! пирте куштан çук. Сенчук. † Арçынсенĕн куштанĕ килĕшет тӳре умĕнче (перед начальством). || Мотыга. Абаш.

кӳмертен

(-д'эн'), целиком, гуртом; оптом. Сред. Юм. Кӳмертен тавар, гуртом. КС. Кĕрӳшĕ укçине кӳмертен шăнкăлт татса хăварчĕ, тет (выплатил весь калым целиком). Ib. Тавара кӳмертен (оптом, гуртом) илсессĕн, йӳне килет. ТХКА 17. Нью-Йорк, Лондăн хаçачĕсене кӳмертен пурне те илсен, вĕсем пирĕн ялсенчи пĕр çтена хаçатне те тăмаççĕ (не стоят).

кӳр

(кӳр, к'ӳр Пшкрт: кӧр), приносить, привозить, приводить; носить, возить, таскать; выписать (человека, откуда-н.). N. Атăла шыв кӳме карĕ. Поехал на Волгу за водой. N. Кĕлте кӳме кайăпăр (у др. кĕлтене кайăпăр). Мы поедем за снопами. N. Эп шыв (утă, вăрман) кӳтĕм (так гов. и в с. Чемуршах). Янтик. Пирĕн ун чухне лашасем килте пулас çук, эс хăвăр лашупах кӳрсе хăвар ăна! Ib. Йăмăкĕ кӳрсе хăварчĕ ăна. Ib. Айта, Микула, кĕлте кӳрер! Ib. Ăсем вут (дрова) кӳреççĕ (возят) халь! Ib. Халь пушăт йӳнĕ чухне пушăт нумайтарах кӳрес тет-ха у (= вăл). Альш. Лашине Шемексем тытса кӳрсе пачĕç, тет. ТММ. Вĕре пĕлмен йытă кашкăр кӳнĕ, тет. (Послов.). Виçĕ пус. 10. Хăшĕ-пĕри тата сиен кӳрекенни те пур. Торп-к. Кайнă чухне юрла-юрла, килнĕ чухне хăса-хăса. (Шыв кӳме кайни). Ст. Чек. Паршă çинче тырă кӳчĕç. || Приносить жертву? N. Чӳк тăвас пулсан, чăвашсем нихăçанах (= яланах) самăр вăкăр илнĕ те, пĕтĕм ялпа пухăнса кӳнĕ. || Дать, возвратить, подавать. КАЯ. Анне: кӳр-ха еппин, пăхам! терĕ. N. Кӳр, эпĕ сан куçăнти турата кăларам. Хурамал. Кӳр, тутăна чуп-тăвап. Б. Олг. Лапка хоçине калатăп: кӳр-ха çана (= çавна), сартла (чит. сардла из сар+тăла) тĕркине (штуку желтого сукна)! Толст. Эпĕ кайран çийĕп, кӳр çак çĕмрен шăнăрне (тетиву лука! Ошибка!) малтан çием. СТИК. Атте, ку çăпатана эпĕ тăва пĕлместĕп! — Кӳр кунта, хам кăтартса парам; мĕн уншăн аттене, чăрмантарас. || Провести. Эпир çур. çĕршыв. 26. Шкулсем валли, тата куç пульнитси валли хӳхĕм çуртсем туса пачĕç, савăтран електриччĕствă кӳчĕç. || Наводить. N. Унăн çиллине хăвăр çине кӳрес мар тесен, тăлăх арăмсемпе тăлăх ачасене усал туса ан кӳрентерĕр. || Причинять. Айдар. † Анне ячĕ хĕр пăхма: малтан хĕрне пăх терĕ, хĕрне намăс кӳр (пристыди), терĕ. || Зарабатывать. Чет. пути. Ялĕ-ялĕнче çĕвĕçсем, атă пусакансем, тир тăвакансем пулнă, пирĕн халăх ниçтан пĕр пус кӳреймен. || N. Мĕнле сăмаха кӳреççĕ вĕсем ăна? В каком смысле употребляют они это выражение? || Придавать силы. ЧП. Пĕчĕккĕ кĕлте, сĕлĕ кĕлти, ыр утсен пуçне çав кӳрет. || Суметь. N. Вулама пит аван вырăсла кӳретĕп. Юрк. Пĕр-иккĕ вуласа пахсан, чиперех вулама кӳрĕн. Ib. Эпĕ ĕçне кӳретĕп. Я сделаю дело, устрою его как надо. N. Ку ĕçне кӳре пуçлат (начинает делать свое дело «как следует»). N. Кӳрсе лартрĕ. Сумел сделать? || Применять. N. Тĕп (коренные, настоящие) чăваш сăмахнех ĕçе кӳрсе çырас пулать.

кăвакал

(кы̆вагал, квагал), утка. Череп. Кăвакал калат: хуçан хапхи юпи çĕрсе ӳкичченех çиетĕп, тет. Чув. тексты № 2, 212°. Çав пуснă тьыха, така шăннине çунтарса яраççĕ вĕсем, кăвакал шăннине киремечĕ патне кайса пăрахаççĕ. Альш. Вĕсене (гусей) час шуйхатаççĕ анчах: çула кăвакал кăна пулать (юлать?) вара. N. Кăвакал шу çинче, хӳри ту çинче. (Витрене шу çине яни). N. Сăмсасăр кăвакал пăр шăтарать. N. Кăвакал сăмси çинче ларакан пӳрт (встреч. в сказке). Б. 13. Кăвакал кӳллине кура чăмать. (Послов.). Ib. Аптăранă кăвакал кутăн чăмнă, тет. Т. Григорьева. Кăвакал çиме кай та, хурна янтăла, теççĕ. (Послов.). Тюрл. Кăвакал пеме кай (coire incipere).

кăлайла

назв. игры в шар. Череп? Кăлайла = пăккалла выляни. Пĕр пысăк шăтăк алтаççĕ. Ун йĕри-таврашне тата кĕçĕн шăтăксем алтаççĕ, пысăк шăтăксем алтаççĕ. Пысăк шăтăкне кĕçĕн чул патакне (?) яраççĕ. унтан пурте, атсем, илеççĕ патак, атту чукмар; унтан тытăнаççĕ, ăна ура пуç çине хурса ытаççĕ; хăшин патакĕ хыçала юлат, çав вăл вара кĕтӳçи пулать. Кĕтӳçи пысăк шăтăкри чула сыхлат, ыттисем кĕçĕн шăтăксене патак чиксе сыхлаççĕ. Унтан пысăк шăтăкри чула çапса кăлараççĕ. Кĕтӳçи, вĕсем çапнă чухне, вĕсен шăтăкне чикме тăрăшать; хăшин шăтăкне чиксе ĕлкĕрет, çав вара кĕтӳçĕ пулать. Вара çапла хăçан хăйсен кăмăлĕ таврăначчен (пока не наскучит) выляççĕ. Кĕтӳçĕ хăй шăтăкĕнчен çапса кăларнă кăлая каялла кӳртсен, улшуй, тет. Ыттисем вара хăйсем йышăннă шăтăксене улăштараççĕ; кĕтӳçĕ те çавăн чухне йышăнса юлат, ĕлкĕрейсен. Кам шăтăк йышăнайманни кĕтӳçĕ пулать. Альш. Кĕркунне ачасеи урамра пăх муклашкисен(е) туяпа çапа-çапа ямалла выляççĕ. çавна: кăлайла выляс, теççĕ. Пăх муклашкине кăлай теççĕ, туйине кăлай туйи теççĕ; унăн вĕçĕ турчăканнĕ пек кукăр пулать. Зап. ВНО. Кăлайла выляни — такая игра, когда двое стараются вкатить деревянный шарик в особые ямочки в земле.

кăлар

(кы̆лар, клар), вынимать, вытаскивать, вырывать, выносить, вывозить, добывать. Альш. Хăшĕ (иные) хапхисене кăлара-кăлара ывăтнă (во время пожара). N. Хаçатне урама кăларса çаксанах (вывесили), Чавка Ваççи хăй çинчен çырнине чĕрсе тăкрĕ (изорвал). Икково. † Шор тоттăрăн çӳçи çок; кăларсан (если выпустить?) çӳçи полмĕ-ши? Изамб. Т. Ул вара пур хĕрсене укçа парат та, йапалисене урапа çине кăларат (выносит). || Моштауш. Тата хăшĕ пӳртлĕх кăлараççĕ (вывозят на определенное место, но не домой) те, пураттараççĕ те, сутаççĕ илекенсене. Бес. чув. Унăн аслă ывăлĕ, хай лашине хĕнекен Хайрулла, çав лашипех вăрмантан пĕрене кăларма (вывозить на определенное место, но пока не домой) кайнă. N. Вăрман парас пулсассăн (если дадут), çывăхарах кăларма тăрăшăр. См. тух. Ск. и пред. 102. Хĕлле пулсан, йăлăмра халăх пӳртлĕх кăларать. N. Пĕчик пичче пӳрт пĕрени кăларать. Собр. † Аллăм тулли кĕмĕл çĕрĕ, кама кăларса (снявши) парам-ши? Якейк. Ĕнер аран сӳс кăларса пĕтертĕмĕр. Ib. Ата, Мари, сӳс кăларма? — Çок, ман сӳс халях полимаçть-ха; эп сантан каран хотса (помочила). N. Вĕсен хăйсен кашнийĕн пахча çимĕç пур; çиес килсен, кăларать-татать-çиет. N. Çамрăк йывăçа кăларасси йывăр мар. Орау. Çул çинчи (на мостовой) юра тасатса, чулнех мар, тесе, кăна хăй хăранине кăларса каламасть пулмалла. || Оправдывать, наверстывать (расход). ||Обьявлять, заявлять; кăларнă та (доскребли до камня), çуна тупань шынисем чула перĕнсенех, лашасам тапах (сразу) тăраççĕ. Латыш. Пĕр вăхăтра турă шаланкăпа (канюку) ула-курака шыв кăларма (добыть из земли) хушнă. (Из сказки). Орау. Хĕрарăм пĕр пĕрчĕ кăларсач [тайком продает из дому имущество], пин пĕрчĕ тухать, тет. (Нечто в роде послов.). Сред. Юм. Килтен япала кăларать. [Так говорят, если у кого-либо один из членов семьи имеет любовника (resp. любовницу) и тайком передает (таскает) ему (resp. ей) вещи из дома]. Орау. Микула арăме тыр кăларса сутать (тайком от мужа), теççĕ. ТММ. Вăрлăх кăлар, çурла кăлар, начать сеять, жать. || Вычитать (в арифметике). || Насчитать. N. Хӳмине этем виçипе виçсе тухса, çĕр хĕрĕх тăватă чике (локтей) кăларчĕ. || Лишить (напр. голоса, земли). Кан. Кăларас ăна сасăран, кăларас! тесе, кăшкăра пуçларĕç. || Пропустить, продеть. Бгтр. Çак йĕп виттĕр канат кăлар, вара, кăларсан, икĕ пин тенкĕ парăп. || Снять. Юрк. Кĕрӳшийĕн (у жениха) аттине уринчен хĕрĕ (невеста) туртса кăларса хыват. || Согнать. N. Ман йăвана (в мое гнездо) темĕскерле кайăк кĕрсе выртнă. Атя-ха, кăлараймăпăр-и ăна? || Низложить. N. Патшана кăларчĕç. || Выводить. N. Вăсам (голуби) çав çура (в это лето) икĕ хутчен чĕпĕ кăларса карĕç. N. Вăл çăмартасене чăха айне хурса кăларсан, вара пĕр çăмартинчен йытă, тепĕринчен çĕлен, тепĕринчен куйкăрăш пулат, тет. || В. Ив. Аван вăрлăха килте кăларнине нимĕн те çитмест (т. е. всего лучше засевать своими семенами). || Выпускать. N. Хама хулана кăлармаççĕ. Учите детей. (Ачана) çын патне пит каларас пулмасть. || Взыскать, вытянуть, extorquere. Кан. Ку пилĕк тенке паянах кăларăп сантан (т. е. отомщу тебе за пятирублевый штраф, наложенный на меня из-за тебя). || N. Хăва (ты сам) курăс кăларатни. || Увезти невесту увозом. Ск. и пред. 63. Петĕр ĕнер сана хĕнерĕ те, кĕçĕр йăмăкна каларса каяс тет. || Выхлопотать. N. Пенççи кăлар, выхлопотать пенсию. Альш. Кăçал манăн Шăмăршă вăрманĕнчен пӳртлĕх вăрман кăларасчĕ (выхлопотать бы). N. Халĕ халăхсем хушшинче халап нумай çӳрет: çĕр кăларса валеçес, теççĕ. || Обнаруживать, выказывать. N. Ял-йышĕсем укçине кăларасса кĕтеççĕ, анчах çук укçа, тухмастех, укçа илсе килни ниçтан паллă мар (совсем не видно, чтобы он приехал с деньгами, нажитыми на стороне). || ТХКА 108. Мана хăратас. Разглашать. N. Çын çине сăмах ан кăлар. Чăв-к. Тăвансем, тантăшсем! Эпĕ усал каланă пулсан, кăларăр çакăнта. || Издавать. N. Çапла туни малашне те халăхсăр пуçне çĕнĕрен закон-мĕн кăлармасса сăмах пани пулать. N. Бюрократия, халĕ хăй майлă çынсене Думăна кӳртме суйлас умĕн, тĕрлĕ çĕнĕ йĕркесем кăларан пек турĕ. || Исполнять (напр. музыкальную пьесу, декламацию и т. п.). || Взорвать. В. Олг. Каран çортая вот тивертсе кăлармашкăн ярнă салтака (в подкоп). || Лить, источать. Ст. Яха-к. Тата унта хăшĕ, тепле çуна айне пулнисем, халăхран катанарах кайса, сăмсисенчен юн кăларса тăраççĕ. || Выдумать, ввести в употребление и т. п. БАБ. Унччен пирĕн ялсенĕн нимĕскерле киремет таврашĕ те çукчĕ, тет; вара çак чăваш, пирĕн ялта пурăна пуçласассăн, пирĕн ялти киреметсене пурне те кăларнă, тет. || N. Çав сăмахран вăлсем, ухмахсем, халап кăларнă. || Сделать, создать. Задонский. Шуйттана та çылăх шуйттана кăларнă (сделал диаволом). N. Асла кăлар. || Создать. ПВЧ. 104. Пирн пуç çĕнчи (= çинчи) йăвăр хуйха курайман тăшман кăларчĕ. || Добывать. N. Ăçтан кăна кăларат! || Устроить (дело). N. Ĕç кăлараймарĕ. Дело сделать, дело устроить не смог (напр., ходатайство не удалось). || Выделать. С. Тим. † Пирĕн хĕр пит маттур: виçĕ çурăм йĕтĕнтен кĕрӳ кĕпи кăларчĕ. Качал. Пĕр юмана касăп та, икĕ такана кăларăп икĕ пулене тăвăп. (Йĕкел). Якейк. Ку крешрен çичĕ хăма кăларас, теп (хочу). N. Виçĕ тĕрке пушăтран хăрах (на одну ногу) çăпата кăларчĕ. || Делать выступом. Альш. Елшелин урамалла крилтса кăлараççĕ (так, что оно выступает на улицу) пурин те. Ib. Пӳрт умĕнчен урама кĕрилтса кăлараççĕ. || Амалăх-Кипеней. Хытă кăларакан чул, хорошо мелющий жернов. || Выкашивать (о косе). Альш. † Ман çаваçăм вырăсла: вăр çавăрса сулăнса, çĕклем утă кăларать. || Уговорить девушку выйти замуж за себя. Юрк. Ачăрсем те маттур, йĕкĕт, теççĕ, мĕшĕн кăлараймастăр савнине. || Разобрать. N. Анчах вĕсем вăл çырăва (надпись) пĕри те кăларайман (не сумели разобрать). || Орау. Вырăсла пĕр сăмах та кăлармасть (говорит по-чувашски чисто). || Произносить. Альш. Калаçма та тутарсем манерлĕрех кăларса калаçатчĕç калаçнă сăмахĕсене (они). ТХКА 62. Ман арăм пăртак çармăсларах кăларать сăмаха, мĕншĕн тесен эпĕ арăма Атăл хĕринчи Шамал патĕнчен илнĕ. || В качестве вспомог. гл. N. Пĕр-икĕ станция (= стантсă) та иртмерĕ пулĕ, эпĕ хай хаçетĕме часах вуласа кăлартăм (прочитал). Альш. Авă пирĕн паян хыçалти пӳртрĕ çăкăр пĕçерсе кăларнă (испекли) — ăшă; çавăнта тухса выртар. Цив. Лаши кутне çавăрчĕ те, тапса, пуçне шăтарса (пробив), мимминех сиктерсе кăларчĕ (вышибла мозг). Юрк. Тепĕр ырă памĕтник умне чарăнсан, ун çинчи çыруне вуласа кăларчĕ (прочел).

кăллин-каллин

(чит. кы̆л'л'ин'-к̚ы̆л'л'ин'), подр. бездельному расхаживанию. Трхбл. Учитĕлĕн пурăнăçĕ пекки çук ĕнтĕ (им жить легко, им лафа): вĕсем кăллин-кăллин кăна уткаласа çӳреççĕ (ходят без дела, беспечно, молодцеватой походкой. Так отзывался прежний чувашин об учителях).

кăлтăк

(кы̆лды̆к), повод, причина. МПП. Хĕнеме кăлтăк шырать. Сĕт-к. Кăлтăкĕ камрине те пĕлместĕп. Не знаю, в чем (в ком) искать причину. Ib. Кăлтăкĕ манра. || Недостаток, изъян. Б. Олг. Санăн, тет, пăрластăк кăлтăк пор (фальшь, ошибка, недостаток). В. Олг. Кăлтăкĕ пор онта, йосу мар. Орау. Ку лашан кăлтăкĕ çук (= аван). Зап. ВНО. Кăлтăк лаша — нельзя дотронуться до лошади, ей делается щекотно, она беспокоится. Орау. Кăлтăк — мягкое указание на недостатки человека. Ib. Унăн кăлтăк пулмалла пăртак. См. кăлтăк-калтăк. || Вина. СПВВ. МС. Санăн кăлтăк пур çав! (Кăлтăк = айăп). Ядр. «Кăлтăк — причина; кăлтăклă — придирчивый». || Неприятность. СПВВ. Кăлтăк тухрĕ вĕсем хушшинче; Ib. Кăлтăк таврашĕ — в роде «черной кошки», неприятность. || Поверье? Батыр. Кăлтăксем, поверья?

кăмăл

(кŏмŏл, кы̆мы̆л), сердце (в переносном смысле), средоточие человеческих чувствований. N. Уçă кăмăлпа савăнса пурăннă. БАБ. Аттен кăмăлĕ вара çав сăмахсемпе çаврăнчĕ те, кĕпене тăхăнса ячĕ (т. е. он поддался убеждениям). N. † Чĕнтĕрлĕ кĕпер — юман кашта, унăн айĕсенче кăвакал; кăвакал та лартăр, хур та лартăр, ан юлтăр-и кĕперĕн кăмăлĕ! ЧП. Сарă кăтра çӳçĕме ӳстертĕм лавккари йăс (= йĕс) тура кăмăльшăн. Ал. цв. 1. Кăмăлăр мĕнле кученеçе савать, эпĕ сирĕн валли çав кучченеçе илсе килĕп. ЧП. Çамрăках та кăмăлпа кулса яр, манăнах та кăмăлма уçса яр. N. Вĕсем ачи-пăчине: эсир чӳкленĕ вăхăтра пĕр-пĕринпе ан вăрçăр, епле те пулса çемçе кăмăлпа çӳресе ирттерĕр, тесе, вĕренте хураççĕ. N. Ăшĕсенче усăл кăмăл тытакан тĕрĕс мар çынсем. N. † Сан кăмăлă епле-тĕр, ман кăмăлăм сана туртатĕ-çке. N. Кăмăла çын çумне çыпăçтар (влюбиться). Образцы 102. Савап, тесе, мĕшĕн улталан, кăмăлăнта пулмасан? N. Çакă çамăрк хуçа арăмне пурте пит кăмăлтан (искренно) савса юратнă. N. † Çак ыр хоçа кăмăлне йори килтĕм йорама. Сĕт-к. † Эпĕр çиччĕн пĕр тăван, çич çил армань лартрăмăр; çич çил армань хошшине йĕсрен кĕпер хурăмăр (= хыврăмăр); йĕс кĕперĕн варрине кĕмĕл йопа лартрăмăр, кĕмĕл йопа кăмăльне çичĕ пăчăр пырса лар(ч); çичĕ пăчăр пыршинчен чĕн тилкепе хотăмăр. Чĕн тилкепе шартлатать, хора лаши хортлатать. Кайăр контан, хора, хĕрсем, килĕр конта, сар хĕрсем! ай, мочай, хватьяр яр, хватьяр яр та, хĕрне пар. Якейк. Кăмăлна йăвăр илнĕ полсан та, паянхи кон çавăр! Хотя ты и сердита, но забудь это на сегодняшний день! N. Вăл чашка ак епле кăмăлĕсемпе тăваççĕ. ТХКА 58. Çапах кăмăл выçă вара ман. Пурне те ярса илесшĕн эпĕ. || Желание, сердечное предрасположение. РЖСК 2. Ватă (старик) вĕсенĕн кăмăлне тунă (исполнил). Кĕвĕсем. Хăта ярса хăтапа килмесен, вăрласа илес кăмăлăм пур. Собр. Çула çӳрес кăмăлă пулсан, хăнтан вунă хут лайăхрах юлташ тупса кай, теççĕ. (Послов.). Тоскаево. Кăмăл килен пĕр турам, кăмăл юлан çĕр турам, теççĕ. (Послов.). Собр. Кăмăл турам — пĕр турам, теççĕ. (Послов.), ГТТ. Ман кăмăлпа вăл кунта пĕртте ан килтĕрччĕ. Я совсем не хотел бы, чтобы он приехал сюда. Ск. и пред. 95. Мĕншĕн манăн камăла, çав юлашки кăмăла, тумарăн-ши, аттеçĕм? СРОВ 5. Ашшĕ унăн (ее) кăмăлне хирĕç пыман (не препятствозал). Юрк. [Пихампар] чун-мĕн çуралсанах, ăна ăс панă, кăмăл, хастар паyă. И. Е. Ефим. Ку çыру хыççăн тата ярас (послать) кăмăл пур, N. Мĕн чухлĕ пама кăмăлĕ пур? За сколько хочет он отдать? N. Хăй кăмăлĕ хыççăн кай. ЧС. Ĕнтĕ хăй кăмăлĕ: вилет-и, юлат-и — кайса пăрахас перех хутчен (т. е. если он сам хочет, так все равно, пожалуй, отвезти что-ли его в больницу — умрет ли он там, или выздоровеет). Пир. Йал. Вăл ял халăхĕ кăмăлпа памасан, районри çĕр комиççи урлă ыйт. N. Кăмăлпа тунă ĕçре хăвалани вырăна килмест. N. Пурте ку ĕç кăмăлпах (добром) иртсе каять пулĕ, тесе, шухăшланă. N. Парсан, ырă тăвас кăмăл пур; памасан, усал тăвас кăмăл пур. (Сĕрен). Альш. Кăмăлĕсем пурин те уччилнире. Конст. чăв. Эпĕ вăсене пĕтĕм ялтан-йышран салам калăп; вăсем те, кăмăлĕсенче пулсан, салам каласа ярĕç хурăнташĕ-ăрăвĕсене. Якейк. Кăмăлне кирлĕ таран вăл паломми толтарчĕ (сколько ему угодно было, столько нарвал). Трхбл. Ĕнтĕ кăмăлăр пысăк, кăмăлăр пысăк (ваши сердечные запросы, требования велики); кăмăлăр юлсан епле тупам-ши? Юрк. † Сарă хĕр, сирĕн кăмăлăр пит пысăк, кама каяссине пĕлетре? Хурамал. † Çынсен кăмăль (запросы) пит пысăк; эпир уна кӳрес çук, кӳрсен, кӳрĕ ырă çын. ЧП. Кăмăлăрсем пысăк (вы горды) — юраймăп. Тим. † Ай-уй, савнă тусăм, хура куçăм! кăмăлăрсем пысăк пулсассăн, пирĕн, тус тусассăн, урăх та пур (найдем другого друга). || Свойство характера. N. † Манăн кăмăлăма эсĕ ху та чухларăн пулĕ, апла çынсене эпĕ питех мухтамастăп. N. Кăмăлĕ аслă унăн. ЧП. Йăвăр сăмахăра ан калăр: кăмăлăм çемçелчĕ, чăтаймăп. Собр. † Акка, санăн кăмăлу пит аван, мĕн курассисене пĕлетре? Юрк. Вĕсем те ăна, усал кăмăлне пĕлсе, кахала, нимĕн те памаççĕ. Хора-к. Кăмăла кора тор парать; (Поверье). Н. Пинер. Кăмăла пысăк тытсассăн, кăмăла çилпе хуса çитес çук. (Послов.). Юрк. † Кăмăлăр лайăх — юрлаймăп. Якейк. † Кĕмĕл çĕрĕ кăмăлăм; тохса, ӳксе çохаласран ыр хĕр илсе тăхăнинч. (Солд. п). Н. Карм. † Манăн кăмăлăмсем пит хытă мар, часах юлĕ, сиввĕн пăхсассăн. || Настроение. Иревли. Халĕ ĕнтĕ куратăпах (непременно увижусь), тесе, хуларан тухса кайрăм, кăмăла çĕклентерсе. Е. Орлова. Манăн паян кăмăл лайăх. У меня сегодня хорошее настроение. N. Ачасен кăмăлне (кăмăлĕсене) ан пăс. Не расстраивай (не обижай) детей. || Удовольствие. ТХКА 23. Этем ӳтпе тăрăнса ларап та эпĕ, юн сăхатăп; ман мĕн пур кăмăл çавăнта, тет сăвăсĕ (клещ). || В зн. послелога. ЧП. Юрлассăм килсе юрламастăп, пĕр сирĕн кăмăлшăн (ради вас) юрлатăп. Якейк. Эп çакăнта ма килтĕм? — Пичипа инки кăмăлне.

кăмăла кай

нравиться. Ашшĕ-амăшне. Санăн хĕрӳ Лисахви манăн кăмăла каят. Изамб. Т. Ку лаша кăмăла каят-ши? N. Мĕн ху кăмăлна каймаст, çавна çынна та ан ту. N. Вĕсем калаçни пĕрре те кăмăла каймасть.

кăмăла кил

нравиться. О сохр. здор. Вĕсем (они) пире тутисем (вкус) авантан анчах кăмăла килеççĕ. N. Эсĕ унпа калаçни пĕртте ман кăмăла килмес. Кăмăла хытар, скрепить сердце?

кăмăл кĕлени

желание. Альш. Çырма кăмăл кĕленĕ чух çырса хурас-ха! Надо написать, пока есть желание писать! Карак. 220. Юлашкинчен ĕнтĕ вĕсем кăмăл кĕленĕ çĕре çитсе ӳкрĕç (дошли до желанного места).

кăмăлча

то же, что пăлчав. Моргоуши. Кăмăлча карĕç. Поехали к родителям невесты уговориться, на какой день назначить свадьбу. НАК. çураçсан кайран (после сватовства), пĕр-икĕ эрнерен, кăмăлча илеççĕ. Ун чухне вĕсем (отцы жениха и невесты?) туйне минçе ернерен, епле кун тăвассине чистах калаçса хураççĕ.

кăмтар

то же, что кумтар. Икково. Панклеи. Порнать, порнать Чип-Чип (имя девушки), пирсем тĕртекен полчĕ. Пир кăмтарчĕ. Пазух. Икĕ татăк улача пĕр кăмтарса тĕртнĕ пек. || Протягивать. Кан. Вĕсем урнă кашкăр чĕлхине вăрăм кăмтарма памĕç. Икково. Аллуна кăмтар. (кŏмдар). Протяна руку. Ib. Ыйткалакан аллине кăмтарса çӳрет (особенно — слепой). Иттяково. Аллуна кăмтар. Протяни руку (для получания чего-нибудь либо для подачи другим). Магазь. Пир кăмтарса лартрăм. Я натянула пряжу на станок (в др. диал. — «я натянула пряжу на сновальню»).

кăна

(кы̆на), только; исключительно. СТИК. Ун ячĕ кăна чăваш, пурăнасса вырăсла пурăнат. Он только по имени чувашин, а живет по-русски. Ib. Ку япалана ахальрен кăна, кăтьăр-катьăр тукаласа хунă. Этот предмет сделан очень плохо; только так себе, Ib. Ахальрен кăна кĕрсе тухам, терĕм. Я зашел так, от нечего делать. Ib. Клетки кăна тăрса юлнă. Остались одни кости да кожа. Халапсем. 29. Кувăн аттисем ман урана чух кăна (как раз в пору) пулмалла. Юрк. Хăш чухне тата çавăн пек хăй кăмăлне килнĕ кĕнекесене хăй вуланипе кăна мар, ытти çынсене те вуласа пăхма панă. Ib. Ĕлкĕрсен, эй çиме аван пулат-çке! — темĕн тĕрлĕ тутлă. Ăçтан кăна чăвашсем апла тума вĕреннĕ-ши! Ib. Унта эпĕ шăмăсем кышласа кăна пурăнăтăм (т. е. мне было-бы хорошо). Ib. Епле кăна тыррăмсене выртарса, анкартне кӳртем-ши? Ib. Кăна мĕн кăна тăвам-ши, хай пуçăм тата ырата пуçларĕ-çке? тет, тĕлĕнсе. Ялюха М. Ун пеккине кăна эп куркаланă ĕнтĕ (много я видел таких-то; гов. с пренебрежением). Альш. Ку ача ашшĕпе амăшне: çăкăр парăр, тесе кăна тăрат, тет (все просит хлеба). Лешсем ăна касса парса тăраççĕ, тет. Изамб. Т. Хăранипе чĕтĕресе кăна тăтăмăр (во время грома). БАБ. Каçхине çурçĕр тĕлĕнче кăна пырать, тет те, эл алăкĕсене, пырса, шакăртаттаратьчĕ, тет, эл тата etc. || Только что. Землед. Эпĕ чей ĕçсе кăна тăранначчĕ, трактире çынсем пухăна пуçларĕç. Хурамал. Пусас кăна, тенĕ чухне... || Употр. для большего оттенения той или иной черти. N. Лутра кăна хурăн, низенькая березка; хура кăна çын, красивый такой брюнет; пĕчĕкçĕ кăна, малюсенький; çамрăк кăна, молодой такой. (Некоторые слова являются характеристичными для отдельных говоров; напр., понятие исключительности выражается в них различно: анчах — чаще у верховых чуваш, çех, çеç, çих, çиç — у чуваш средней полосы, кăна — у южных, низовых; тулккĕ — у нек. низовых). Юрк. Пĕр начяр кăна пурăнакан чăваш та хăй ачисенчен пĕрне çыру вĕренме ярат. Ib. Малтан пăттин пĕçереççĕ, унтан тиркĕ çине ăссан, çу сапсан, калекпе пит лайăх кăна (как следует) пăтратаççĕ. С. Айб. † Лашана çапрăм лайăх кăна (сильно), старик тăрах юлчĕ! Альш. Вĕсем те Çерçикассийĕн вĕçнерех кăна пурăнаççĕ (ютятся у конца деревни). Никит. Пурне те питĕ кăна (очень даже) йывăр килчĕ (в засуху). || Иногда в песнях, как бы только украшает речь. Кубня. См. ытар. Альш. † Шăнкăр кăна, шанкăр шывсем юхать, шăнкăрчă чĕпписем шыв ĕçет. Ib. † Улма йывăç лас кăна (развесистая): турачĕсем вак кăна. Бел. Гора. † Çеçен те хирте çаврака кӳлĕ, çаврака кӳлĕре тăватă кăвакал; персех илĕттĕм амине кăна, тăкăнса юлĕ мамăкĕ кăна. ЧП. Хура кăна çĕлен эпĕ вĕлертĕм.

кăнтăрла ту

обедать, делать обеденный перерыв. Менча Ч. Тата вĕсем малтанхи кун (т. е. пашни) кăнтăрла уммĕн тин тухса кайсан та, темĕшĕн ялан хирте кăнтăрла тăваççĕ. Кăнтăрла валли çăмарта пĕçерсе каяççĕ.

кăпашлантар

понуд. ф, от кăпăшлан; разрыхлять. Виçĕ пус. 23. Вĕсем çĕрĕн сухапуç çитмен сийĕсене шатарса ăна кăпăшлантараççĕ.

кăрт-карт

(кы̆рт-), подр. неодинаковым дерганьям. Шел. П. 19. Пусма таварĕсене кăрт-карт! туртса чĕреççĕ (раздирают). Зап. ВНО. Лаши те кăрт-карт! турткаласа анчах пырать. Ib. Кăрт-карт турткалать. Подёргивает. Шорк. Вĕрене (веревку) кăрт-карт! турткалать. Толст. III, 9. Вĕсем (лошади) сакăлтасене ана-ана кайса, сӳсмен хушшинче кăрт-карт! турткаланса пыраççĕ. Хурамал. Ман алăран кĕнекине кăрт-карт! турткаласа илчĕ. СТИК. Чăхăмçă (с норовом) лаша кăрт-карт! туртрĕ те, каллах чарăнчĕ («дернула два-три раза»). Календ. 1906. Вăхăтра пырсан, лăпкă пырсан, япаласене кăрт-карт тыткаламасан, çапкаланмасан, хурт (пчёлы) тивмест. || Немного. В. Олг. Пшкрт. Ай-ай, кăрт-карг шăна (мух) пор конта! || Редко. Б. Олг. Кăрт-карт (или: кăртă-картă) шăтса анчах тырă, тикĕс полман.

кăтар

(кŏдар), показывать. Тюрл. Хыпар № 48, 1906. Уччиттĕлсем çине вĕсем тахçанах чалăшшăн (косо) пăхкалатчĕç. Анчах ĕçне-хĕлнех туса кăтарни çукчĕ.

кăтарт

(кы̆дарт, ктарт), показывать. Альш. Иванкка Петĕрĕ, авланнă чухне хальхи арăмне йыснăшне кăтартнă, тет. Регули 686. Хăшне тытмаллине кăтартам. Ib. Хăш утне тытассине кăтартрăм. Ст. Чек. Кăтартса пăхам (покажу) çак çынна, илмĕ-и (илми); пурĕ-пĕр (всĕ равно) сутмалла вĕт. Ib. Кăтартса парам-ха вăсене! Проучу-ка их! К.-Кушки. Куçĕ ылмаш кăтартат. У него косые глаза. Срв. Кăмак-к. Куçĕсем пĕр пек кормаççĕ. У него глаза видят не одинаково. N. Çак кинĕ хунямăшне, хуняшшĕне хисеплет, вĕсем умĕнче урине кăтартмасть, пуçне те кăтартмасть. Тогаево. Пĕр чĕлхесĕр старик тăчĕ те, мана пĕрре аллипе темскер туса кăтартрĕ (показал жестом), тепре чĕлхиçне кăтартрĕ. Сятра. Коç шоррине кăтартса (вылупив зенки, напр. — браниться). Юрк. Епле çӳретĕн, кăтарт халĕ! тет. N. Ăна ачасем, нихçан çимесĕр антăхнăскерсем, кăтартса та хăвармаççĕ (съедают все до чиста), пĕр наччасрах пуçтарса çисе пĕтереççĕ. Ала 54°. Çуртсем енне (в сторону строений) кăтартса... Альш. Тĕттĕм кăтартакан кĕленче (о стекле: закопченное, залежавшееся, принявшее мутную окраску). Орау. Тытсан (если поймаю), аçа çапман пуçна, кăтартăп ак (задам тебе), пит вĕрсе тăр-ха! (= полай-ка еще!) || Казаться. Торп-к. Çын аллинчи япала пит пысăкăн кăтартать, теççĕ. Ачач 39. Те хăй лутраран, кĕлетки сарлакарах кăтартать. N. Эсĕ çамрăк кăтартатăн, теççĕ. || Предвещать, обьяснять. Кратк. расск. Санăн тĕлĕкӳсем икĕш те пĕр япаланах кăтартаççĕ. Юрк. Пĕрев хăй хуçине укçисене ăçта-ăçта салатнине хисеп (отчет) панă. Çав хисепĕнче вăрттăн хăне (= хăйне) илнĕ укçисене ялан хама валли атă илтĕм, тесе, кăтартнă. || «Привести». Юрк. Анӳ вилнине пĕлсен, пит шеллерĕм; ун пек вилĕм таврашне турă ан кăтарттăр. || Оказывать, причинять. N. Эсĕ темĕн чухлĕ ырăлăх кăтартнине асăнса калаçĕç. Истор. 143. Эсĕ пире халиччен курман асапсене кăтартатăн. N. Ют халăхсене йывăрлăх кăтартса, хăваласа янă. N. Кушака ан хурлăх кăтарт. Не мучь кошку. Ачач 78. Çавăн пек кăтартрĕ (проучил, показал кузькину мать) мана Ишек юрри! (см. Ib. 76). БАБ. Халăхсем вара: темĕн кăтартса тăрĕ (от колдуна бог знает что увидишь), тесе, хăй вилсен виçĕ эрнерен, пĕр çĕре пуçтарăнчĕçĕ те, масар çине кайрĕçĕ. Кан. Кам çурт вырăнĕ йышăннисене, çурт лартмасăр, пахчапа усă кăтартмастпăр (не позволяем пользоваться), теççĕ пухăра. || В качестве вспомог. гл. Ачач 19. Униççе аппа! Ярса кăтарт-ха юмах. Ib. 18. Ĕмĕрлĕхе çывăрма выртнăскере, сăмахсем те каласа чĕнет вăл. Анчах сӳннĕ куçсем урăх никама та курмаççĕ çав. Тепĕр хут уçăлса кăтартмаççĕ вĕсем. Ib. 100. Çамрăк ывăлĕ те, итлекен ача пек пулса, амăшне савăнтармалла кулса кăтартнă вара. В. С. Разум. КЧП. Эпĕ шкула килсессĕн, хам пурăнăç çинчен кала-кала кăтартрăм. N. Хамăр хуларах выртрăм, ну только киле ярса кăтартмарĕç (не пустили свидеться с родными). N. Ӳсĕрĕлсе кăтартмарăм. Я ни разу не показался пьяным. Кан. Пĕрер пăт патне хăмли пулса кăтартрĕ (уродилось с пуд). Ib. Пĕлтĕр Волынь хăмли пулса кăтартайманччĕ. Кăçал лайăх пулса кăтартрĕ, пиçсе те çитрĕ. N. Лайăхрах ĕнентересшĕн (чтобы убедить), пĕтĕм çынсем умĕнче Хритун урхамах та, хурчăка та, ăмăрткайăк та пулса кăтартрĕ, тет.

кăтартса çӳре

ходить и пр. и показывать. Юрк. Вĕсем пире Хусана кăтартса çӳреме пулчĕçĕ. N. Лĕпĕшсем (бабочки) хитре тумтирĕсене кăтартса çӳреççĕ.

кăшăл

(кы̆жы̆л), подр. шуму. Альш. Пĕтĕм картипе хуллен, майĕпе кăшăл-кăшăл çавăрăнаççĕ (в хороводе). Ib. Кăшăл-кăшăл сĕтĕрсе пырать. Тащит равномерно, в одном направлении, но с шумом. Шорк. Отмалла та мар, поссассăнах, ора кăшăлл! потса анат (на мягком месте). || Во множестве. СПВВ. ИФ. Кăшăл-кăшăл — питĕ нумай, шутсăр нумай. Ib. Ĕнтĕ вăсенĕн хурăсем (так!) кăшăл-кăшăл туса анчах çӳреççĕ, пĕр пуçĕ (хурĕ) те катăлмас (çухалмас). См. чăшăлл (сваливание снега с крыши). || Дружно, всей массой. Кан. Кăшăллл!.. çĕкленчĕç алăсем (при голосовании). N. Рабфакра вĕсем пурте кăшăлах кĕрсе ларнă мăн сĕтел хушшине. || То же, что кăчăл, (подр. сл., о дружном всходе). Шарбаш.

кĕле

(кэ̆л'э, к'э̆л'э), просить, клянчить. N. Вăлсем мана кĕлеме ярĕç (нищенствовать). N. Мĕн кĕлетĕн (сколько просишь за) сысная? N. Эпĕ санран ытлашши кĕлеместĕп. Ст. Чек. Мĕнтен кĕленĕ (ытнă), çавна пар; мĕнтен хăранă, унтан сыхла. (Ӳчӳк туни). Б. Олг. Пăрçа çăнăх () полтинник (русское произн.) кĕлеччĕ. Хытăрах кĕлешшессĕн (если бы еще поторговаться), çичĕ пуссăр (за 48 коп.) параччĕ полĕ. Пăтăн (пŏдŏн) исессĕн, каярах та (еще дешевле) параччĕ полĕ. || Молиться. Н. Шинкусы. Пăттисем, какаесем пиçсессĕн, каллах выльăхсене силлентернĕ чух кĕл тăвакан кĕлле кĕлеççĕ. См. кĕл. || Хотеть, желать. Изамб. Т. Эп çавăнта кайма кĕленеччĕ те, каяймарăм. Ib. Кĕлеместĕр. Не желаете. Полтава 50. Пĕрре сана юратса, ĕмĕрлĕхе юратса, пĕр ырлăха кĕлерĕм. ТММ. Сăмси туртмасть — кăмăлĕ кĕлемест. N. Эпĕ тӳрре тухассине кĕлекенсем хĕпĕртесе савăнччăр. N. Эпир те вĕсем кĕленĕ пек, усала кĕлекен кăмăллă пуласран, çавсем пирĕншĕн пулнă паллăсем. N. Чун мĕн кĕленине ĕçсе-çисе, савăнса пурăнатчĕç. См. кĕлен.

кĕленче савăче

стекольный завод. Орау. Унăн кĕленче савăчĕ пулнă, савачĕ панче арман пулнă. N. Вĕсем унтан кĕленче савăтне куçаççĕ.

кĕлетке

(к'ӧ̆л'эт'к'э, ӧ̆ совсем мало заметно; кэ̆л'эткэ), тело. КС. N. Е тата, лĕп (тепловатую) шыв туса, пуçĕсене те, кĕлеткисене те çăва-çăва янă вăл. || Туловище. Панклеи. Кĕлеткине (её) алăк солли çомне тăраттĕрç. (Сказка). ЧП. Кӳмме çинче кĕлетки, ларкăч çинче купарчи. Н. Карм. Юлхав çынна калаççĕ: кĕлеткипе кăна усăнса çӳрет! теççĕ. Чураль-к. Кĕлеткинчен хӳри вăрăм. (Чакак). || Внешний вид, внешность. Панклеи. † Чипер кĕлетке (туловище) томтир тиркет; пирн чипер мар, тиркемест— йорать пире хора постав. N. Калама та çук çакă хĕрсене, пит чипер сăнĕсем те, кĕлетки-çурăм(ĕ)сем те пит илемлĕ пулнă, тет. Шибач. † Вăрманта вăрăм йăвăçне шулчинченех палатпăр; хамăрпа варлă хĕрсене кĕлеткинчен палатпăр. Сĕт-к. Кĕлетки хӳхĕм (стройный высокий). Орау. Лашин кĕлетки пур та (корпусом ничего, но...), хăй питĕ хавшак (çемçе). N. † Çит хĕврилĕ хĕр куртăм; çит хĕврийĕ çитмĕл сум, алли-ури утмăл сум, хĕр кĕлетки хĕрĕх сум. СТИК. Кĕлеткине курас килмест. Мне и смотреть на него противно. Ib. Сĕтел кĕлетки тукаласа хунă. Сделал нечто похожее на стол. Сĕт-к. † Çын хорланă кĕлетки тин мохтава тохас çок. Кан. Çĕр çăтман кĕлеткӳне! (Бранит лошадь, которая испугалась пеньков). М. Тув. Кĕлетки-çурăм çурта пек. || Вид, фигура, изображение, статуя, отпечаток, идол. Изамб. Т. Эй, кĕлетке (идол), çавна та пĕлместĕн! Истор. Вăрманта кĕлеткесем патĕнче вĕсем пĕр сӳнтермесĕр вут çунтарса тăнă. N. Этем ăсталаса кĕлеткене кӳнĕ (обделанный в виде...) чул. ДФФ. Амăшĕ, чирлĕ ачине вилĕмрен хăтарасшĕн, юмăçсем вĕрентнĕ тăрăх, чирлĕ ачи вырăнне чустаран ача кĕлетки туса, ăна вилнĕ çынна тумлантарнă пек тумлантарса, шăтăка кайса пытаратьчĕ. Орау. Леш енче, шыв çине йăвăç кĕлетки (тени, фигуры) ӳкнĕ таран, кимĕпе çӳрени курăнмаçть. Альш. † Шурти шурă тунката — чисти этем кĕлетки. Т. VI. Кĕшерни каç салтака каяс ачасем шыв çине тăхлан шăратса яраççĕ те, пăшал (ружье) кĕлетки пек пулсассăн, салтака каяс пулат, теççĕ. Бгтр. Ĕлĕкрех, апат çисен, кĕлетке тума каятьчĕç. Юр таса çĕре каятьчĕç те, унта месерле выртса, кĕлетке (отпечаток) туса хăваратьчĕç; тепĕр кунне, ирех кайса, пăхатьчĕç. Камăн кĕлеткине йытă, е кĕрĕк (= кирек) мĕн таптанă, вараланă пулсан, çав вилет, тетчĕç. Халĕ пирĕн апла тума пăрахнă. (Вечером, в день рождества). Якейк. Кам та полин пăсăлсан, ора йохма ерсе кайсан, çăпан тохсан, тата ытти чирсем çынна тапăнсан, чостаран çын клеткисам, е поканя туса, чостаранах лашасам туса, вăлсене кӳлсе, пиçнĕ хăмлапа салатпа, тăварпа, салакайăк çăмартипа çăл котсене, вар вĕçсене кайса: çак тĕлтрен иртсе кайнă чох çакăнти шу, çакăнти киремет тытрĕ полĕ, тесе, прахаççĕ. Зап. ВНО. Алсăр, урасăр, кĕлеткесем ӳкерет. (Сивĕ). N. Эп те кĕлеткене (портрет, фотографию) ӳкерттерсе ярăп. Ск. и пред. 103. Илемсĕр пӳрт кĕлеткинчен пăрăнтарать сăн-пуçа, N. Ун çинчен (об этом) кунта алă кĕлетки (рисунок руки) те укерсе кăтартнă. || Привидение. Изванк. Çул çинче вилнĕ çынсем кĕлеткен он курăнччăр, тесе, хăшĕ пуçĕсене тутăрсемпе чăркарĕç. (Поминки). Срв. мĕлкĕ. || Портрет, фотографический снимок. N. Манăн çӳл енчи (верховых) чăвашсенĕн кĕлеткине (фотографию) илес килет. Юрк. Унтан тата кĕлеткесем (портрет, картины) тума тытăнсан, вĕсене те темĕн тĕрлĕ (замечательно) çырат, пит аван художник.

кĕлĕмĕчĕ

то же, что кĕлĕмĕç. О сохр. здор. Ерекен чирпе вилнĕ çыннăн тумтирĕсене кĕлĕмĕчĕсене е хурăнташсене парсан, вĕсем те çав чирпе чирлеççĕ.

кĕмĕл

(кэ̆мэ̆л, к'ӧ̆мӧл, к'э̃мэ̃л'), серебро. N. † Лапăсем тăрăх шыв юхать, аякран кĕмĕл пек курăнать. Орау. Кĕмĕл пек тасатма пулин, пар, турă (т. е. хлеб, при веянии). N. Вăл япала кĕмĕл пулас пек калаçаççĕ. Говорят, будто эта вещь серебряная. N. Çак çĕрĕсем (кольца) кĕмĕл-и? Сала 363°. Çав ылттăн чашки çинче сым (так!) пыл пур; кĕмĕлли çинче тутлă пыл пур; тирки çинче шерпечĕ пур. Таса кĕмĕл укçи, деньги из чистого серебра (но: таса кĕмĕл укçа — не загрязненные, не грязные серебр. деньги). С. Айб. † Кĕçĕн кĕмĕл кĕпер чĕнтĕрлĕ, чĕнтĕр тăрăх пыраççĕ хăла утсем, кĕмĕл-ылттăн йĕнер çийĕнче патшапа пӳлĕх (написано неясно похоже на. «пумĕх») алли пур. N. † Кĕмĕлех те сулă, йĕс каптăрма, пулсан пулĕ Хусан лавккинче. Коракыш. Эй, качака тусăм, пире кĕмĕлсем сысса парăр-ха (vys'er'it'e nam s'er'ebra. Из сказки) Сĕт-к. † Врене шулчи çаврашки кĕмĕk шушне (= шыв ăшне) ӳкес çок; çын хорланă кĕлетки тин мохтава тохас çок. Юрк. †' Кĕмĕл черкке куçăм пур. N. Çуркунне каç-каç шăнтать те, çуртсем çинчен юхакан тăмласам кĕмĕл туя пек шăнса çакăнса тăраççĕ (о сосульках). || Мелкая серебряная монета; серебряные деньги. Кубня. Така турăм (принес в жертву), икĕ мăйракине кĕмĕл çакрăм, каçар. Скотолеч, 33. Вунă пус кĕмĕл пысăкĕш (величиною с серебр. гривенник). N. Ыттисем те хăйсенĕн хутаççисене салта-салта пăхнă; вĕсенĕн те хутаççисенче кĕмĕлĕсем пулнă. N. Ĕлĕкхи кĕмĕлĕрсене калла парăр: вĕсем ăна (их) астумасăр чикнĕ пулĕ сирĕн хутаççăрсене; || Серебряные украшения у чувашских женщин. Янтик. † Кĕçĕр хĕрсем пит çутă, çын кĕмĕлне çакнăран. Кан. Кăпăр-капăр шур япаласен лупашкинчен туртса кăларса, пĕр кĕмĕлне тăсрĕ. Чураль-к. † Манăн умри (на груди) кĕмĕлĕм Атăл çутти пултăр-и; манăн çири чаршавăм Атăл çи(т)ти, ай, пултăр-и! См. чаршав. Альш. «Кĕмĕлсене тултарас» теççĕ. N. Вăхăчĕ вăхăчĕпе арăмăн кĕмĕлне, тумтирне саклата хуратăн. Букв. 1904. Çап-çутă кĕмĕлне-тенкине çакса тултарнă. ТХКА 91. Хĕрарăмсен кăкăр тулли кĕмĕлсем хĕвел çуттипе йăлтăртатаççĕ. ХЛБ. Чĕр кĕмĕл, ртуть.

кĕпер

(к'э̆бэр, Пшкрт: кэ̆βӓр), мост. (В Сред. Юм. это слово произносится двояко: кпэр, или кэ̃бэр; в первом случае гласная э̃ совсем не слышится). Зап. ВНО. Алсăр-урасăр шывсем урлă кĕперсем хывать. (Сивĕ). N. Вĕсем кĕпер кутне шыва кĕме анаç. Шемшер. † Пуян çынăн пурăнăçĕ кĕпер урлă каçнă пек; начар çынăн пурнăçĕ тăвайккирен хăпарнă пек. Янорс. Кайсан-кайсан, икĕ çырма урлă каçрăмăр; икĕ çырминче те кĕпер пур. Моштауш. Çав çырмара кĕпер тунă. Çав кĕпер урлă çынсам çоран та, лашапа та каçса çӳреççĕ. Бес. чув. Вăл халĕ, ыттисем пекех, кĕпер урлă чипер каçса кайрĕ; ту çине, çуррине çитиччен, хăпарчĕ те, чарăнчĕ. N. † Вăрман патне кĕпер хурăм (= хыврăм) çырла çеçки нăмайран. Яргуньк. Ир тăчĕç, тит те, ылтăн карлăклă, йĕс кĕперлĕ кĕпер курчĕç, тит. Юрк. Çав вăхăтра Мертлĕ айĕнчи вăрман витĕр çич-сакăр ăлав чикансем тухса, Сĕве кĕпер урлă каçа пуçларĕç. Ib. Кĕпер урлă каçас чухне çав кĕпер умне кăшт пĕр çын пырса тăрат. Якейк. Паянхи çиллĕ çăмăр тырăсене кĕпер пек выртарнă (= çĕр çомнех). Эльборус. Унччен те пулмин, çак кĕпер патне икĕ çын анчĕç. Кан. Кив кĕперĕнне те айккисене (землю с боков) шыв çура (рязмывать) пуçланă. Сюгал-Яуш. Айта леш енне, кĕперпе кайса çавăрăнар, терĕ. || Мостки. Кан. Çыран куçасран кĕпер (мостки) тума тытăннăччĕ. || Помост. В. Олг., Чебокс. † Шыв ăсакан кĕперĕн (у мостков) хăми пуçнех тăтăмăр. Ст. Чек. Урапа çумĕнче кĕпер (у колеса обдирки). || К.-Кушки. Кĕпер панчи ырăсем.

кĕпĕрлен

(кэ̆бэ̆рл'эн'), сгруживаться, скапливаться. Шел. 63. Урам тулли ушкăнпа кĕпĕрленсе çӳреççĕ. Дик. леб. 51. Ун тавра халăх кĕпĕрленсе тăнă. Б.-Яуши. Пурте, кĕпĕрленсе, тула тухрĕç, тет. N. Хайхисем хулана пырса кĕчĕç, тет, кĕпĕрленсе. ЧС. Вĕсем хыççăн ялти çынсем те нумайшĕ кĕпĕрленсе пычĕç. Альш. Акăш пек (в белом костюме) пыратчĕç вĕсем, кĕпĕрленсе (артелью). N. Вĕсенчен çырма урлă темĕн чухлĕ çар кĕпĕрленсе тăнă, çуран çар та, утлă çар та темĕн пек нумай пулнă.

кĕр

(к'э̆р, кэ̆р), выйти, зайти, вьехать, заехать. N. Санăн ăçта кĕмелле? тесе ыйтрĕ ăлавçă. N. Ăçта кĕрĕпĕр çĕр выртма (на ночлег)? Альш. Хулана кĕнĕ çĕртех (при самом въезде в город) пĕр пĕчĕкĕ çурт пулнă. Етрух. Пӳрте кĕре-кĕре тухаççĕ («çынна пытарни»). Орау. Мĕн пур пӳлĕме (во все комнаты) кĕре-кĕре тухрăм. N. Пӳрте кĕнĕ-кĕмен (не успел войти, а...) ятлаçма тапратрĕ. Чуратч. Ц. Усал тарçи пӳрте кĕнĕ-кĕмен ыйтрĕ, тет: куртăн-и? тесе. N. Сарă сĕтел кутĕнчен, мăйлă стаккан патĕнчен, ĕçсе-çисе кӳпĕнсе, кĕре-туха пĕлмеççĕ. N. Вĕреннĕ те (привык) унта çӳреме, халь те хăш чухне астумасăр (невзначай) кĕрех каяп. N. † Ай-хай, хамăр тантăшсем халех кĕрсе кайăпăр. Орау. Эп леш пӳлĕмрен тухнă çĕре вăл кĕнĕ-тăнă (вошел). ГТТ. Кĕриччен малтан, тухассине тавçарса ил. (Перевод тат. пословицы). N. Вара хĕрпе арăм, пĕркенчĕк ăшне кĕрсе ларса арăмĕ виçĕ çавра (3 куплета) йĕрсе кăтартать N. Вăл вăрманта çӳрекелерĕ-çӳрекелерĕ, тет те, темскерле пĕр упа капкăнĕ çине кĕчĕ кайрĕ (наткнулся), тет. Пазух. Хĕрсем вăйăран кĕрсессĕн, каять урам илемĕ. Сĕнтерчĕ 37. Ниçта кĕре-кая пĕлмесĕр, кускаласа çӳрет. Могонин. Пĕр пусăк çын пĕчĕк çынăнне уй анине пĕр утăм пек кĕрсе сухаланă (запахал лишку). || Тайба-Т., К-Кушки. Калуш атта кĕмес. Капоши не лезут на сапоги (калоши малы для этих сапог). || Попадать, проникать. ЧС. Тăла çăпатисене пĕри те пал(л)аса сырман: хăшĕ алла кĕнĕ, çавна сырнă. N. Çав йывăçсем пĕтĕмпех пиçсе кайнăчĕ, хăшĕ çурри таран çунса кĕрсе кайнăчĕ (обгорели). Альш. Ялăн тулашне тухса, çĕре алтса кĕреççĕ те икĕ енчен, хапха пекки тăваççĕ. («Çĕнĕ вут кăларни»). Сюгал-Яуш. Кайран пĕр мăн полă кĕчĕ (поймалась). N. † Çинçе вăлтана кĕрекен, хăй те кăртăш чĕппи вăл. Цив. Пулă çавăн пекех кĕрет (ловится). О сохр. здор. Çапах та хăш-хăш таса мар япала тӳшек çитти витĕр те çапать: пысăк çынсен тарĕ, ача-пăчан шăкĕ кĕрсен, тӳшекрен вара пит шăршă кĕрекен пулать (пахнет). Сред. Юм. Ôра айне кĕрен вит! Ведь лезешь под ноги. N. Тĕтĕм коçа кĕрет, ят коçа кĕмест. (Послов.). Толст. Çамрăк турачĕсем пĕрĕнсе кĕнĕ (сморщились). Альш. Хай Утил (Удел) çинчен калаçса кĕрсе кайрăмăр (разговорились об...) эпир. Ib. † Çамрăк хĕрсене илем кĕмес, кĕмĕл тенкĕ çакмасан. || Подгонять друг друга. Шел. 80. Харăс çĕкленсе йĕрки-йĕркипе, пĕр-пĕрин çине кĕрсе пыраççĕ (косцы). || Напасть. Истор. Тутарсем çине пырса кĕрсе, кам алла лекнине йăлт вĕлерсе тухнă (они). Ib. Вăл тăшман вырăссенчен темиçе хут вăйлине курса, унăн çине кĕме хăраса тăнă. Алекс. Нев. Нимĕчсем тĕрлĕ енчен вĕсем çине пыра-пыра кĕнĕ. || Поселиться, поместиться, занять. Изамб. Т. Халĕ кам патĕнче пурăнат? Якур патне кĕнĕ (погорелец). Изванк. Унăн мĕн каланисене хут çине çырсан, виç-тăват листа çине те кĕрес çук. Орау. Ăçта кĕрет-ши ман?! (о еде: «куда это только у меня помещается?!» — т. е. я много ем). || Идти, уходить. Изамб. Т. Тума (на одежду) пилĕк аршăн пустав кĕрет (идет). N. П. С. ани çинче урапана кĕмерĕ. || Наняться, поступить на место, на работу. N. Кĕр хам пата тарçа, мĕн чул илетĕн укçа, тенĕ вăл. Истор. Годунов патшана кĕрсе-кĕрсе пит тĕплĕ кĕрсе ларасшăн пулнă. Регули 1216. Кĕрсенех (малтан, кĕрсенех; первей, кĕрсенех) йăвăрччĕ, кайран çăмăлланчĕ. || Коракыш. Кусем татах парăма кĕнĕ (вошли в долги). || Капк. Те лупас айĕнчи тин туса хунă чĕрĕ кирпĕçсем çинче йăваланнипе айăпа кĕнĕ (провинился). || N. Суйланă çынсем причака кĕмелле пулнă (должны были принять присягу). || Войти в употребление. Сред. Юм. Ĕлĕк çĕре ахаль виçнĕ, унтан вара сăнчăр кĕнĕ, пôрнан ĕмĕрте кĕççе кĕрет. Якейк. † Çынсам çинче порçăн тоттăр, пирĕн пуçа кĕрес çок, — кĕрес çок мар, тохас çок. || Войти в силу. N. Патшалăх Канашĕ тунă ĕç канашра ларакансенчен виç пайĕнчен икĕ пайĕ килĕштерсен тин (саккун) йĕркине кĕмелле пулнă. || Выйти в люди. С. Тим. † Эпир çук çын ывăлĕ-хĕрĕ, хăçан кĕрĕпĕр-ши çын çине? («çын çине кĕрес» означало «стать порядочным, состоятельным»). Девлизерк. † Атте-анненĕн пиллĕхĕ çитсен, пулмăпăр-ши эпĕр çынсем, кĕмĕпĕр-ши эпир çын çине? || Дожить до той или иной поры. Беседа 18. Микулай çапла мункуна кĕчĕ. N. Çуркунне иртсе кайрĕ, çăва кĕтĕмĕр. Альш. Йĕпе-сапана кĕриччен (пока не началось ненастное время). || Çăварни. Çакна илтсен, ĕнтĕ ăса кĕрес пулать (надо образумиться). N. Вĕсем куçĕсемпе курасшăн мар, кăмăлĕсемпе ăна кĕресшĕн мар (в ум прийти). || О запахе. Толст. Йытă хир чăххи йĕрĕпе малалла мĕн чухлĕ кайнă, çавăн чухлĕ ăна чăхă шăрши кĕререх парса пырать (пахло сильнее). СТИК. Ахтар, хăнчен тар шăрши кĕрет! || О купаньи. Ст. Чек. Пике те, шыва кĕрсен-кĕрсен, тухат. N. Çырма патне çитсен, ачасем пĕри те кĕресшĕн мар, пурте хăраççĕ. || О крещении. Истор. Çапла 988-мĕш çулта Киеври халăх пĕр кунтах тĕне кĕрсе пĕтнĕ. || Кан. Ĕлĕк хурал пӳрчĕ тĕттĕм, таса марччĕ, халь ĕнтĕ илемĕ кĕчĕ (стала опрятной). || Садиться (о ткани). См. тăла тĕртни. || В качестве вспомогательного гл. БАБ. Тултан пĕр чăхă тытса кĕрсе, пӳрт урайне яраççĕ. Ib. Вара хăй ман çăвартан ăша вĕрчĕ те, таçта кайса кĕчĕ (исчез). Альш. Акам, эсĕ ман хыçран питĕрсех кĕр (запри за мною) хапхана. N. Çта кайса кĕресех! Куда же бы это укрыться! N. Чопкаласа çӳрет, ниçта кайса кĕримаçть. Çта кайса кĕчĕ ку шăрши? Шурăм-п. Хăмла татса пĕтерсе кĕнĕ чухне, пĕр шалча лартса хăвараççĕ. Чăв.-к. Кăшт выляса кĕрем-ха! Ходар. Ачасем: вирĕм, тесен, савăнса, таçта та кайса кĕрĕç (несказанно обрадуются). Юрк. Пырса кĕтĕмĕр (взъехали) пĕр кĕпер çине.

кĕрсе тухкала

или кĕркелесе тух, захаживать. N. Эс вĕсем патне кĕрсе тухкалатни? Ты иногда захаживаешь к ним?

кĕрет

(к'э̆рэт, кэ̆рэт, к'ӧ̆рэт), открыто, наяву, на глазах. Якейк. Кĕрет-куçăн, посмăрласа. Ib. Ĕлĕк Пахмутсам (Пахмут — имя разбойника) кĕрет вăрласа çӳренĕ. Шибач. Кĕретех поплять = ман омрах поплять (открыто). Пшкрт: кэ̆рӓдӓк сол'ат (говорит). Истор. Вара вĕсем кĕретех пĕтерме пикеннĕ. Ib. Ют халăхсем те кĕретех пусмăрлама чарăннă. Абыз. † Ура хитре сыракан, кĕске саппан çакакан кĕрет й... пулакан. N. Çаксене пурне те куçа кĕрет курни чĕрене пĕр маях ыраттарса тăнă. Ачач 49. Пăртăк паттăрланасси, хăйне, тата Санккана та ыттисенчен кĕретех уйрăм палăртасси килсе кайнă ку хут вĕренекен ачан. || Нахально. Изамб. Т. Çав пирĕн япалана кĕретех илсе карĕ (нахально). || Сразу. Байгул. Унтан арăмĕ çу илсе кĕрсен, вилнĕ Ивана курать те, кĕретех хăраса ӳкет.

кĕрӳ тенки

деньги, которые дарит жених подружкам невесты? N. † Ăвăс çулçи тенкине кĕрӳ тенки тунăсем (= тунă вĕсем).

кĕрĕк

(кэ̆рэ̆к, к'ӧ̆рӧ̆к'), шуба. Альш. Ахаль çӳренĕ чухне ялан та пилĕксĕр «тутарла» кĕрĕкпе çӳреççĕ, хăнана-мĕне кайнă чухне пилĕклĕ «сарă кĕрĕкпе» каяççĕ. ЧС. Хĕр çураçнă çурта чи малтан пырса кĕрсен, кĕрĕк çине лартаççĕ. Мĕшĕн тесен, хĕре качча парсан, хулăнĕ вырăнне выльăх параççĕ, çавна вĕсем кĕрĕк çине лартсан, выльăх чĕрлĕх ерчет, теççĕ. Сред. Юм. Кĕрĕк арки тавăрнсан или сăкман арки тавăрнсан, çынпа вăрçать тет. (Народное поверье). Н. Седяк. Кĕрек арки таврăнсан, сăйланат, теççĕ. Ib. Çирĕк турта; кĕрĕкне час тавăрса тăхăнать (çак сăмахсене час çиленекен çын çинчен калаççĕ). N. Кĕрĕк тăхăнăп, кĕрӳя (= кĕрĕве) ларăп. Сĕт-к. Сакăр така пусакан, сар кĕрĕксĕр йолакан.

кĕрĕш

(кэ̆рэ̆ш), наниматься. Шурăм-п. Иккĕшĕ вара пĕр армана хăма çурма кĕрĕшнĕ. Кан. Килес çул ху кĕтĕве (пасти) кĕрĕш те, вара выльăхсене питĕ лайăх асту (присматривай за ними). N. Çынна (в люди) кĕрĕшрĕмĕр. Кан. Йӳне кĕрĕшрĕм, улталарăр мана. || Соглашаться. N. Çамрăк çынсем ватăсем сăмахне кĕрĕшес, вĕсем сăмахĕсенчен тухас мар, мĕн каланине тăвас тенĕ. N. Пулать киресĕр çын: ним каласан та (что ни говори), кĕршмеçт! ЧС. Эй ачам, ачам! Çын сăмахне кĕршмен çын та пулат-кам... N. Илье каланине кĕрĕшрĕç те (согласились), ĕçлеме тытăнчĕç. N. Хăшĕ-хăшĕ, çав сăмаха кĕрешсе, патшă патне кайнă та. Микушк. Ар ывăлсем! Хуçа калать: çĕнĕ тырăпа турра асăнса, пичĕке чӳклерĕм, тет. Сире тиври, тивмери? Тивмен пусан, ун çинчен савăш курки пуçлас, тет. Эсир ăна кĕрĕшетри, кĕрĕшместри? || Начинать, приниматься. Никит. Унтан та пульмин, хăшĕ-хăшĕ, урăх кĕпесем тăхăнса тухса, выльляма та кĕршнĕ (в засуху). Ib. Кукамай, çакна илтсен, кĕршнĕ вăрçма аттене. Орау. Тавлашма кĕрĕшшĕрĕç.

кĕрмеш

(к'ӧ̆рмэш, кэ̆рмэш), возиться. Никит. Атте çпатапа кĕрмешет (возится с лаптями). Сред. Юм. Пĕрмай çавăнта кĕрмешет ô. Всё время возится он там. Янтик. Ытла снаях кĕрмешен эс ку чĕрессемпе! Ырма та пĕлместĕн пуль эс! Ан кĕрмеш ĕнтĕ, çитĕ. ЧС. Вăл касак çавăн пеккине ăçта çывăрса юлнине, кĕрмешнине астуса анчах çӳрет. (Сĕрен). Хĕвел № 1. Вĕсем хăйсен вĕрентекенсем патне кайса килти пекех кĕрмешсе çӳреççĕ. Календ. 1911. Темиçе çын пĕр пысăк михĕпе кĕрмешнĕ. КС. Паян вăл каскапалан шалт кĕрмешсе пĕтрĕм (замаялся). || Биться, бороться. N. Айвана, ухмаха ăс пама ан вăтан, çамрăкпа кĕрмешекен ватă çынна ятлама ан вăтан. N. Пирĕн пĕччен иккĕн упа тытма каяççĕ, унпа кĕрмешеççĕ. Чуратч. Б. Упăти пăлана тытнă та, кĕрмешсе тăрать. N. Тарçăсен хуçасемпе кĕрмешмелли тĕрлĕ эмел пур. N. Мĕншĕн тата, уйăх çине нумайччен пăхса тăрсан, ун çинче чăнах та пĕр çын тепĕр çынпа кĕрмешнĕ пек курăнать? тетĕп. Хурамал. Кĕрмешет тесе, тĕрткелешсе вылянине калаççĕ. || Усиленно бороться. Орау.

кĕсьелĕ

имеющий карман(-ы). Изамб. Т. Хĕрарăмсем кĕрĕке, сакмана, халата икĕ кĕсьелĕ тумаççĕ; вĕсем кĕсьене сылтăм енне (справа) анчах тăваççĕ.

кĕçĕне юл

стать униженным. N. Кĕçĕне юлнă тăван хăй аслипе мухтантăр. Да хвалится брат униженный высотою своею. Завражн. Вĕсем кĕçĕне тăрса ан ялтсăр (= ан юлччăр). Пусть они не останутся позади. Ib. Кĕçĕнтерехе йол, оставаться несколько позади (напр., по своему значению, влиянию; гов. о людях).

кĕçнерникун

(к'э̆с'н'эрни[-н'и]-к̚ун), или иногда, кĕçнерни, четверг. В. Олг. Кĕçнерникон лайах кон ĕçлеме. Т. IV. Кĕçнерникун каç кĕрĕк (= кирек) мĕн ĕçсем, е пыйтă пăхсассăн, çылăх пулат, теççĕ. N. Тата эпир шăматкун ваттисене асăннă вырăнне вĕсем (придерживающиеся старины) кĕçнерникун асăнаççĕ (в четверг вечером). Алешк. † Аслă шыв хĕррипе шурă хăйăр, кĕçнерникун çунă шурă юр пек. С. Айб. † Кĕçнерникун çунă юр çинче йĕс таханлă ут йĕрри пур.

кĕт те кĕт

понемногу. Коракыш. Вĕсем кĕлĕ тунă чухне çав пашалусенчен, юсмансенчен кĕт те кĕт касса илсе, çав алтăр сăра çине яраççĕ.

кĕтӳ кĕни

пригон стада. М. Сунч. Вĕсем, кĕтӳ кĕрсен, çиеççĕ те, тӳрех выляс çĕре чупаççĕ.

кĕтсе тăр

ждать. Юрк. Сана, килессе, куллен куç пек (с нетерпением) кĕтсе тăратăп. Ib. Вĕсем, урăх нимĕн калама аптăраса, лешĕ мĕн каласса кĕтсе тăраççĕ.

кĕтмел çырли

брусника. Календ. 1904. Баран. 150. Шанса хытса кайнă шур майлă çĕрте мăк ӳсет, тата шур çырлипе кĕтмел çырли ӳсет. СПВВ. Кĕтмел çырли мăк айĕнче пулат. Кан. Вĕсем пурăyакан вырăнта кĕтмел çырли пит ăнса пулать.

кĕш

(к'ӧ̆ш, к'э̃ш), который. М. Васильев. Вĕсем кĕшши киремет, кĕшши йăрăх, кĕшши ырă полса кайнă. Никит. Кĕш пӳртрен халь арăмпа хĕрĕ тухаççĕ. Нюш-к. Кĕш чухне юрă юрлаççĕ. Аттик. Лашасене кĕш тĕлтен хăваласа килтĕн? (откуда пригнал? где поймал?).

кĕшĕлтет

(-дэт), идти, быть стаею, вереницею. Пазух. Шурă Атăл çине те шур хур ятăм, кĕшĕлтетсе ишсе çӳреме. Букв. 1904. Пĕрре, хурăн çырли пиçнĕ вăхăтра, манăн юлташсем кĕшĕлтетсе пычĕç те, мана çырлана (идти за ягодами) чĕнеççĕ. ЧС. Эпир вара çапла нумайăн кĕшĕлтетсе кайрăмăр. Ib. Вĕсем хыççăн çынсем нумайăн кĕшĕлтетсе кайрĕç. N. Ачасемпе кишĕр ани патнелле (к морковному полю) кĕшĕлтетсе пыраттăмăр. Ск. и пред. 32. Урам туили ача-пăча кĕшĕлтетсе сиксе пырать. Мусир. † Пĕр пуслăх чăххи пек кĕшĕлтетсе ӳсрĕмĕр. N. Вĕсен ачи-пăчисем кĕтӳ пек кĕшĕлтетсе выляса, сиккелесе анчах çӳреççĕ. См. кăшăлтат.

крешĕн

(крэжэ̆н), крещонин, крещеный татарин (кряшен) или чувашин. N. Вăл мана хирĕç (в ответ) каларĕ: чăвашла кĕнекесем пирĕн валли мар, крешĕнсем валли кăна вĕсем, терĕ. N. Ăна пуринчен ытла крешĕн тутарсен шкулĕ тĕлĕнтернĕ.

Тăхăр ял

общее назв. девяти чувашских селений в б. Буинск. у. (ныне Буденновск. р. Татарск. АССР). Альш. Тăхăр ял — 1) Пӳркел, 2) Пимĕрсел, З) Кивĕ Мертлĕ, 4) Çĕнĕ Мертлĕ, 5) Елшел, 6) Раккасси, 7) Таккавар, 8) Киштек, 9) Хирти Кушкă. Çав ялсене Тăхăр ял теççĕ. Çак тăхăр ял ĕлĕк пĕр ял пек пулнă. Вĕсенĕн çĕрĕ пĕрле пулнă. Пĕрле пурăнса вĕсем пит пысăк чӳксем тунă.

тĕк-тăмал

напрасно, зря, даром, попусту. Ашшĕ-амăшне. Пăртак хĕрхен хĕрне, мĕшĕн ăна тĕк-тăмалах хур тăватăн. Юрк. Кирлĕ мар çĕре вĕсем пире тĕк-тăмалах укçасем парса тăмĕçĕ. Ib. Мана тĕк-тăмал унта илес çук (не примут), кама та пулсан тĕкме кирлĕ пулĕ. || Зряшний. Юрк. Çав çын тĕк-тăмал çын ачиччĕ, янарал ачи марччĕ. Ib. Хăми çине çырса хунине курсан лешсем кулса, кăна ялан, тĕк-тăмал çынна, кашни сăмах хыççăн: „ваше сиятельство“ тесе, темĕн тĕрлĕ кула-кула ахăлтатса калаçса ĕçсе-çисе пурăнаççĕ. Ib. Вăл сăмахсем тĕрĕс мар, тĕк-тăмал самах çукран сăмах тупса калаçнисем, анчах.

тĕк-çӳç

перья. Аттик. Вĕсем вăл чăхăн тĕкне-çӳçне вилĕсем (покойники) илсе кайса хăйсем валли тĕшек-çăтар тăваççĕ, теççĕ. КАХ. Виçлĕ выльăх-чĕрлĕхе виçĕ карта тултарма пар, тĕкĕнчен-çуçĕнчен, шăкăнчен-пăхăнчен савăнтар, сĕмĕлле, çырлах, пит тури, кил. (Из моленья).

тĕл

определенное место. Баран. 121. Хирсенче хура тĕлсем нумайланнăçем нумайланса пыраççĕ. N. Ялан вырăнтан вырăна куçса çӳретпĕр, татах тĕлĕ çук. N. Хветĕрĕн хăйĕн атрĕс çырма тĕлĕ çук. Ст. Чек. Кайсан-кайсан кайнă тĕле çитеççĕ. Скотолеч. 15. Хăш чухне пĕр тĕлте анчах, хăш чухне ик-виç тĕлте шыçать. Шыçнă тĕлти вĕриленсе тăнăçемĕн пысăкланса пырать. Регули 1200. Çавă тĕле (çавăн тĕлне) кил. Ib. 744. Пĕр тĕлтех çавăрăнса вĕçсе çӳрерĕç. Сред. Юм. Тохса çӳрес-ха çола, килте ларса полмас пĕрмай, эрне кăçта каймаллин тĕлĕ çок та, топимăпа шырасан кăçта та полса майлă вырн. Чăв. й. пур. 35. Икĕ ывăлĕ икĕ тĕлте уйрăм пурăнаççĕ. Скотолеч. 23. Тавăрăнса кайнă тĕлтине çивĕчĕ çĕçĕпе касса пăрахас пулать. Изамб. Т. Пирĕн çарансем пур тĕлти те аван. Юрк. Ик-виç тĕлте имени пулнă, темиçешер çĕр теçетине çĕр пулнă. Чебокс. Урăх тĕлелле каяр. N. Виçсĕмĕр виç тĕлте çӳретпĕр. Календ. 1904. Укçа янă тĕле çитсен çав купона укçа илекен çынна касса параççĕ. Кан. Анӳ тĕлне пĕлетĕн-и вара? Нюш-к. Пăшала персе ярсассăн хайхи çын тĕлĕ тĕтĕм пек пулса куçран çĕтет. N. Тислĕк купи тĕлĕнче (тырă) лайăх пулать, ытти тĕлте начар пулать. Скотолеч. 21. Суран (рана) тĕлне пăр е юр хурас пулать. Вишн. 73. Тата хăш-хăш çĕрте тăм чумлексем ӳпĕнтерсе хураççĕ; вара хăшин ăшĕ ытларах йĕпенет, çавăн тĕлне пусă алтаççĕ вара. Б. Яуши. Пирĕн тĕле пĕлмесессĕн, анат касра кĕтесре, улма сатне пăхса пыр. Хурамал. Вăл сасă салтак пурăнакан тĕле çитсен чарăннă. О сохр. здор. Хăш чухне лаша тăлхарса кăларсан е ĕçнĕ чух шыва юлсан, çав манка çыннăн ӳтне суран тĕлне лекет те, çын та вара çав чирпех чирлет. N. Эсĕ çул тĕлне пĕлетĕн-и? Пиччу хăни тĕлне пĕлетĕн-и? Ала 81. Кăтартăр-ха мана унăн тĕлне (где он живет). Холера З. Каснă тĕлĕнче ыратни, пăртак вĕриленни, вăйсăрлăх часах иртсе каять (при прививке). Изамб. Т. Ют ялтан ывăнса килнисем ларнă тĕлтех çывăрса каяççĕ. Нюш-к. Ашшĕ курнă укçа тĕлĕ кăçта у тесе ыйтрăм (где видел его отец деньги). N. Ик-виç çеккунт та иртмен-тĕр, шыв юхăмĕ ăна çирĕм чалăш тарăнăш тĕлне юхтарса илсе кайнă. N. Эпир çапла пĕр тарăн тĕлте пысăк пулă тытрăмăр. Скотолеч. 12. Шыçнă тĕле тутăр татăкне ăшăтса е ăшă шывпа йĕпетсе çыхас пулать. Ib. Тачка ӳт тĕлне сĕрме юрамасть, хул çумĕнчи аяк пĕрчисем тĕлне сĕрес пулать. Дик. леб 30. Çав пӳрт тĕлĕнчен иртсе пынă чух, çурăм-пуç тин шуралса килнĕ. Ядр. Сасартăк манăн пĕр чĕпĕ пĕр шăтăк тĕлне пулчĕ те анчĕ кайрĕ. N. Вилсен ăна масара пытарнă. Вăл масара чăваш масарĕ теççĕ. Унăн шăтăкĕ тĕлĕ халĕ те пур. Кан. Вĕсем ялти кулаксем тĕлне пĕлмен çынсем. || Иногда переводится как дом. ГФФ. † Йăван лаши хора лаша, Татьян тĕлне çитсессĕн... Ивана вороная лошадь как поверстается с домом Татьяны... ГФФ. † Татьян сăхмань хора сăхман Йăван тĕлне çитсессĕн... Полы Татьянина черного кафтана, как дойдет она (Татьяна) до Иванова дома... ГФФ. † Йăш-яшти яш ачи, олах тĕлне пĕлмесĕр, пӳрт кĕтессинче çĕр каçнă. Пригожий парень, не найдя дома, где были посиделки, провел ночь за углом избы. А.-п. й. 89. Улпут тĕлне çитсессĕн, ларчĕ пĕрене çине. || Местность. Ала 14. Нимĕн тĕлне те пĕлмен вăл (не знала местности), каç та пулма пуçланă. || Случай. N. Ĕмĕр тăршшинче ĕçес килнĕ çынсене шыв парса ăшне кантарса ярас тĕл сахал килет. Регули 1478. Пирĕн çок полчĕ, лапкара та пĕтнĕ тĕл полчĕ. N. Икшер-виçшер кун çăкăр курман тĕлсем те пулчĕç. Баран. 127. Пĕтес тĕл килсен, упа тем пек хаярланса çитет. || N. Сиртен мана çыру илме тĕлĕ çук. || Толк. Орау. Эпĕ уйăхсем çинчен пайтах çынтан ыйткаларăм та, çапах та тĕлнех тупимарăмăр. N. Çывăрни тĕлли çук: пĕр куç хупăнса выртать, тепри уçăлса тăрать тенĕ пек анчах вырткаласа тăратпăр. Юрк. Ыттисем вĕрентем тĕлĕ пулмарĕ. N. Ним тĕлне пĕлместĕп. N. Çапла эпир нимĕн тĕлне пĕлмесĕр шухăша вылятса тăратпăр. Сборн. по мед. Кирек епле ĕçе те тĕлне пĕлсе шухăшласа тума кирлĕ. N. Ĕçе тĕлне пĕлсе ĕçле. || Специальность. Альш. Пĕлетне мĕн эсĕ вăл тĕле. Разве ты знаешь и это дело, и эту специальность. || Признак. N. Мир полас тĕлĕ çок халĕ. || Время. N. Пĕр тĕлте, одно время. Баран. 167. Хĕлле тайкара хăрушă сивĕсем, кутсăр-пуçсăр тăмансем пулаççĕ. Çул кайма тухнă тĕл килсен, вилмесĕр юлакан нит сахал. || Цель. N. Çавăрса хур пĕр сăмах та пулсан, тен тĕле килĕ! Изрыгни что-нибудь, авось в цель попадешь. N. Тĕл тиверт, попадать. ЧК. Тĕл пеме вĕренес килет. Ib. Шкулти тĕл перекенсен кружокне (стрелковый кружок) Михайлов юлташ ертсе пырать. || Ашшĕ амăшне. Ăна вара çывăрнă тĕллипех (сонного) тăлăпсемпе, чаппансемпе лайăх хупăрласа çуна çине вырттарнă та, Лисахви килне илсе тавăрăннă. || Во-время. N. Сасартăк килсе эсир çывăрнă тĕле ан пултăр. Урож. год. Апат тĕлнех пултăмăр. || Как раз. Кан. 1929. Хăш-пĕр чухне чăхăмçă этемсемпе те тĕлех килсе тухаççĕ. N. Эпĕ çавăнпа сан пата пиçмо ятăм: эсĕ унтан кайнă тĕлех пулнă. К.-Кушка. Çатан урлă сикрĕм те, ура пылчăк çине тĕлех пулчĕ. Перепрыгнул через забор и попал ногой в грязь. Кан. Унта пĕр питĕ тĕлех кăларакан карчăк пур тет те... Панклеи. Ялта пĕр пӳрте кĕрет те, олах тĕлнех полать (попадает как раз на посиделки). N. Пирĕн тĕлех пулчĕ. || В отношении. N. Эпĕ ку авланнă тĕлтен тата телейлĕрех пулмаллаччĕ-ши? Юрк. Эсĕ пур япала çинчен те пĕлетĕн? Çавна мана çынсем умĕнче каласа парсам. Эпĕ сана çав тĕлтен пулăшăп. Альш. Кунта харпĕр килне ăрасна касмăк-пичĕке çук. Ӳретниксем пире вăл тĕле хĕсмеççĕ. || Около (места). Ярмушка-к. Кункал виçĕ шыт çӳлĕшĕ, сарлакăшĕ хырăмĕ тĕлĕнчепе 7 вершук пур пач тӳрĕ (в диаметре), тĕпĕ пенчинче сарлакăшĕ — пăймаклинче 5 вершук анчах (в диаметре). N. Çич çул юппи тĕлĕнче тăват аршăн юр çунă. Кан. Çу савăчĕ тĕлĕпе Етĕрненелле мăн çул анса каять. Регули 1163. Эп çол çинче вăлсам ялĕ тĕлĕнче топрăм. Ib. 1159. Вĕç çав йăвăç тĕлĕнче тăракан çын. Ib. 1162. Пирĕн тĕлте хыçалта тăчĕ. Эпир. çур. çĕршыв. 11. Улçа юпи тĕлĕнче, кăмака ани патĕнче, вучах пур. Ск. и пред. чув. 64. Кăкăрĕ çинче, чĕри тĕлĕнче сенĕкпе чикнĕ вырăн çара юн. Якейк. Чӳркӳ тĕлĕнчен айăккала пăрăнса каймалла. Капк. Ваçуксене: эсĕр пирĕн тĕлти мулкачсем, тесе хăлхинчен туртса хăратнă. N. Пĕр-кун сана вăйлă вăрçă çук пирĕн тĕлте тесе çырнăччĕ. Кан. Пăшалпа хырăм тĕлĕнчен перет. Альш. Тимĕрçĕ хытăрах итлет те, ача сасси тĕлне сирсе пăхат, тет. Кан. Канавне тата карта тĕлĕнченех ямалла тунă. Скотолеч. 26. Улма е чĕкĕнтĕр тавăрашĕ хăш чухне карланкине ларат, хăш чухне кăкăрĕ тĕлне ларать (застревает). || Около, приблизительно (во времени). N. Эпĕ праçник тĕлĕнче польнитьсара выртрăм ик эрне. Кан. Ачана кăнтăрла иртсен пĕр сехет тĕлне çуратса пăрахрĕç. Ib. Шупашкара каç пулттипе пĕр пилĕк сехет тĕлнелле çитеççĕ. Ib. Хут пĕлменнисемпе сахал вĕреннисене шкулта улт сехет тĕлнелле ямалла. N. Улттăмĕш сехет тĕлĕнче. N. Иван! Пыр ман патна паян пĕр виç сехет тĕлнелле. N. Ыран воник сахат тĕлĕнче килеп. Хот илмелле. N. Кăнтăрла иртсен, пĕр виç сехет тĕлĕнче. Ачач 23. Çимĕк тĕлĕнче вăрманта çуралнă тесен, Тимуш ялан хавасланнă пек пулнă. Ск. и пред. чув. 19. Чи çурçĕрĕн тĕлĕнче çичĕ юлан тухаççĕ, Хура шăрчăк уйĕнче каллĕ-маллĕ чупаççĕ. || Напротив. Çутт. 82. Ăна эпĕ куç тĕлне турăм. Пирĕн ял. Ламппă çути тĕлне шăп килмелле кăшкара çăмартаран пĕчĕкрех шăтарса шăтăк тăваççĕ. ДФФ. Вăрăм сак тĕлне çӳлерех пĕрене çумне пĕр пуччушши çапса çыпăçтаратчĕç. Шибач. Çав вăрман виттĕр виç кĕтеслĕ пӳрт тĕлнех полмалла полчĕ. Мăн çол. || Дик. леб З2. Эсĕ унăн чĕри тĕлне лар: вăл усал кăмăллă пултăр та, çавăнпа асаплантăр. || По. Юрк. Вăл тĕлтен вулăр. По этому предмету читайте. || По направленню. Орау. Çурт тĕлнелле пăхсан çăмăр çуни лайăхах курăнать. Регули 1160. Çав йăвăç тĕлĕпе пăх. || К. Кан. Октяпĕр револютси вунă çул тултарнă тĕле пулас çурт; каснă лартнă тепĕр уяв — Чăваш автономи вунă çул тултарнă тĕле тăватчĕç. ЧК. Паян кун тĕлне районĕпе 200 кектар çинче çĕрулми лартнă. Конст. чăв. Унтан хулара çӳренĕ чухне вăл вырăн тĕлне çитсен эпĕ: кунта пĕр Мирса Салих Керимов ятла хуçа пур, эсĕ çав хуçана тупса парайрăна мана? терĕм. Регули 1339. Той тĕлнех килчĕ. N. Ку енчи ял тĕлне илсе пыр. Кума-к. Кил тĕлне çитсессĕн (когда подьехали к дому), пысăк алăкпа кĕреймарĕ (муха). Кан. Советăн 5-мĕш çурчĕ тĕлне çитнĕ. Ib. Вăл каç пулнă тĕле вилсе те кайнă. ТХКА 53. Вăрманял тĕлне çитиччен хамах лартса кайăп сире, тет нăврашсем. А.-п. й. 71. Хай хуçа кашкăр тĕлне çитет те, ямшăкне лашисене чарма хушать. Çутт. 71. Кĕсре кашкăр тĕлнелле çите пуçласанах хăр-харт туса илчĕ. N. Кайсан-кайсан çак пĕр тырă акакан çын тĕлне çитрĕ, тет. СПВВ. Çак сăмах тĕлнех килсе кĕчĕ. N. Эпĕ хам хурланă тĕле пултăм та, çампа çампек çыртăм. N. Пирĕн сăмахсене итлемесĕр пурăнса çамрăк пуçупала таçта кайса, темĕн тĕлне пулса темĕн çапса вĕлерес, темĕн персе вĕлерес. Урож. год. Çын куç тĕлне пулнăран шыва кĕме пăрахнă. || До. НР. † Шопашкар тĕлне çитсессĕн... Как дошел до Чебоксар. Ib. † Хĕрсен тĕлне çитсессĕн... Как дошел до девушек... || Над. Изамб. Т. Пăр пуçне килсе çапсан, вăл вара карттусне пуç тĕлĕнче çӳлерех тытса тăнă. N. Туттăрĕ çине, çамки тĕлне виçĕ кĕмĕл укçа çĕлесе хураççĕ (покойнице). N. Малалла чупса пынă чух ялан пуç тĕлне кĕреçе тытса чупăр. Дик. леб 39—40. Вăл хăйĕн пуçĕ тĕлĕнчен вĕçсе пырса, ăна хĕвел çуттинчен сарлака çуначĕсемпе хӳтĕлесе пыраканни те çав кĕçĕн пиччĕшех пулнине пĕлнĕ. Она догадалась, что это он летел над ней и защищал ее от солнца своими крыльями. Орау. Çӳлте, ял тĕлĕнчех, тусем кĕç-вĕç йăтăнса анас пек ял çинелле тайăлса усăнса тăраççĕ. N. Сĕтел тĕлĕнче ламппă çакăнса тăрать. 93 çул 15. Çӳлте штик тăррисем тĕлĕнче кайăксем юрланă. ЧС. Çавăнпа вырăн тĕлне пиçихе çыхса хучĕç; тăрас пулсан çав пиçихие тытса ларатчĕ. Ск. и пред. чув. 10. Çӳлĕ тăвăн тĕлĕпе çăхан карать çăварне. || Под (прикрытием). ЧП. Йăвăç тĕлĕпелен вăл сулхăн. Собр. Выртнă упана йăвăç тăрĕнчен пăхса тăратимăн, йăвăç тĕллипе хуллен пырсан тытăн теççĕ. Толст. Хăйсем йывăç тĕлĕпе ачисенчен вăрттăн тара пачĕç, тет. Н. Якушк. Ырă аппаçăм (ятне кала), санан тĕлӳпе хумханатпăр. (Свад. п.). Полтава. Халăх пуçĕ тĕлĕнче хĕпĕртесе силлерĕ. N. Мăшăр витре йăтрăм та, шыва антăм, тăван шу пуç тĕлĕнче ай пыратчĕ. 93 çул 78. Çав виç кĕтеслĕ япала (предмет) ирхи кăвак пĕлĕт тĕлĕнче хуран курăннă. || За. Регули 1161. Эп йăвăç тĕлне тăтăм, çавăнпа вăл мана коримарĕ. Янтик. Сан тĕлӳпе мана ним те курăнмас, кай унтан (из-за тебя мне ничего не видно). N. Паян çăмăр пĕлĕчĕ тĕллипе хĕвел çутти курăнмасть. Сред. Юм. Тĕттĕм лавка хӳтипе, пурçăн хăмаç çутипе, пурçăн тутăр тĕллипе çиçпе ачи куç хыврĕ. N. † Вуник кашкăр иртнĕ чух юман тĕлне тăрса юлайрăм. || При. N. Словарь çырнă тĕлте сире эпĕ кирлĕ мар-и? || Ст. Юрк. Малашне авланас тĕлтен турă сыхлатăр ĕнтĕ (говорит один вдовец). || Для. N. Ку япала пирĕн тĕлĕмĕртен килсе тухрĕ. N. Ман тĕлтен ялта сар хĕр пулмарĕ куран. Чув. календ. 1911. Çапла тусан, русско-чувашский словарь вырăс чĕлхине вĕренес тĕлтен пире пит нумай усă парĕ. Ст. Чек. Ун тĕлĕнчен унăн пур, ман тĕлĕмрен çук. Для него он готов сделать все, а для меня ничего. Б. Олг. Тепĕр молкачă кортăм ора, карсак, тĕллерех пертĕм, ман тĕлне полимерĕ, тытимерĕм. Утăм. Ырлăх иртет ак часах ун тĕлтен. N. Унта вилнĕ çынăн кил йышĕсем калатчĕç: эй турă, мĕшĕн ялан пирĕн тĕле кăна пулать-ши, мĕшĕн пире ялан хурланса хурлăхпа пурăнмалла тунă-ши ку турă. N. Пирĕн тĕлтен пурне те пуçтарнă. Сред. Юм. Он тĕлĕнчен тем те топнать. У него всегда бывает несчастье. Ему всегда попадаются дешевые вещи хорошего качества. || О, об. КАЯ. Атте-анне уратех ĕнтĕ (сестра) тесе пит хуйхăра пуçларĕç; эпĕ, ухмахскер, хуйхăрас тĕлне пĕлместĕмч. Юрк. Янă çырăвăнта вăл тĕлтен нимĕн те асăнмастăн. || С. N. Скиф патши ывăлĕсем ашшĕ хушнине те итленĕ, те итлемен, эпир пĕлместпĕр. Çапах кил-çуртра килĕшӳ çукки усал иккенне эпир тепĕр тĕлтен куратпăр. N. Токмак тĕлне пол, встретиться с волком. А.-п. й. 40. Ула-таккапа тилĕ, çаксем тĕлне çитсен, темĕн пăшăлтатса илчĕç те, чарăнчĕç. || Иногда не переводится. ГФФ. † Кăтик-кăтик сар чăххи, кашти тĕлне пĕлмесĕр, посма çинче çĕр каçнă. Желтая курочка, не найдя своего насеста, ночевала под крыльцом.

тĕл-йĕр

верный сдел. Толст. 4. Вĕсем мулкачăн арпаштарса пĕтернĕ йĕрин тĕлне-йĕрне тупаймасăр аптăраса пĕтеççĕ.

тĕлли-паллисĕр

бесцельно (напр., смотреть). N. Хаос — йĕркесĕрлĕх, пăтранчăк, тĕлли-паллисĕр. N. Пурăнăç вăл янтăпа пулмасть! Акă сăмахран ăмсанмаллăх тĕсĕ те çук кăпшанкă, е тĕнчери тĕлли-паллисĕр чи пĕчĕк чĕрĕчун. Вĕсем те пурăнăçра кирлине вăрçса илеççĕ. N. Тĕлли-паллисĕр çулпа çӳрерĕмĕр.

тĕл пул

встретить, встретиться, повстречаться, встречаться, ЧП. Хура лаша тĕл пултăм. А.-п. й. 87. Ак тĕл пулчĕ улпута. {{anchor|DdeLink218312619674728}} Ib. 96. Мăн çул çине тухсанах, тĕл пулать вăл пĕр çынна. Ib. 14. Çӳресен-çӳресен, пĕр мулкача тĕл пулчĕ. N. Кăшт тăрсанах, пĕр ăстах тунă ака пуçĕсем тĕл пулнă. N. Катови пӳрт тĕл пулсан, куçарса лартма темĕн чухлĕ каймĕ. Ст. Чек. Каят-каят та, пĕр çурта тĕл пулат, унта вунпилĕк хĕр авăрласа ларат. N. Килсен килсен, хайхи салтаксем çăва тĕл пулчĕç. ГТТ. Ĕмĕр тăршшĕнче пĕрне пĕри тĕл пулмăпăр, тесе каламалла мар. Этемпе этем тĕл пулать вăл, теççĕ. А.-п. й. 55. Кайсан-кайсан, йăвана пĕр мулкачă тĕл пулчĕ. Ib. 15. Пырать-пырать, нимĕнле кашкăр та тĕл пулмасть. Ib. 7. Пĕр вăхăтра мулкач, кашкăр, упа пĕрле тĕл пулаçççĕ те канашлаççĕ. Кн. для чт. I. 10. Вĕсем пĕрле тĕл пулса (встретившись) калаçа пуçланă. N. Малтан тĕл полакан çынах мана вĕлерет. Меня убьет первый встречный. Регули 222. Эп она поплекене тĕл полтăм. N. Кăçал çав Иван Иванчпа Никанор Никанорч иккĕшĕ вăрманта тĕл пулнă. Бгтр. Кайсан-кайсан, пĕр çоран çын тĕл полчĕ. || Наткнуться, натолкнуться, попасть во-время. НР. † Олăх тăрăх ут çолтăм, хуна юмана тĕл пултăм. На лугу я косил, на молодой дуб наткнулся. Завражн. Унтан хытă пĕр-пĕрĕн çинелле тĕкĕшесшĕн чопса пынă, анчах поçĕсем кĕсен тĕл полайман, пĕр-пĕрин çомĕнчен тĕкĕшимасăрах чопса иртсе кайнă (козлы). Череп. Яшка антарнă çĕре тĕлех пултăм. N. Вĕсем пурте сисмен çĕртенех танатана тĕл пулĕçинччĕ. Дик. леб 34. Ури айне тĕл пулнă типĕ çулçăсем чаштăртатни те илтĕннĕ ăна. Слышала шуршанье каждого сухого листка, попадавшегося эй под ноги. || Увидать. НР. † Йори карăм улаха чун савнине шыраса; чун савнине тĕл полтăм сарă хĕрпе йонашар. Нарочно пошла на посиделки, чтобы встретиться там со своим милым, но увидала его сидящим рядом с другой девушкой. ГФФ. † Карăм, карăм пĕр çолпа, хора йосç-и тĕл полтăм. Шла я, шла по дороге и увидела черного горностая. || Найти. НР. † Йори карăм вăрмана çăка йăвăç шырама; çăка йăвăç тĕл полтăм йоманпала йонашар. Нарочно пошла я в лес липу искать; нашла липу рядом с дубом. || Дойти. ГФФ. † Карăм, карăм пĕр çулпа, çич çул юппи тĕл пултăм. Шел, шел я по дороге и дошел до расяутья семи дорог. || Попасть в цель. N. Пăшалне илнĕ те, печĕ, тет, виççĕшне те тĕлех пулнă. || Застать, оказываться. Альш. Хĕрĕпе ывăлĕ таçта тухса кайнă тĕл пулат, тет. Ib. Кайăкĕ таçта кайнă тĕл пулат, тет. Бугурусл. Эпĕ, киле таврăнмассерен, манăн паппируска çынсем туртса янине тĕл пулатăп. Каждый раз, когда я возвращаюсь домой, мои папиросы оказываются выкуренными. || Вĕлле хурчĕ 5. Çамрăк амăш, хĕвеллĕ çанталăк пулсан, кăнтăрлапа вĕллерен сăрăпа тĕл пулма (çыхланма) тухса вĕçет.

тĕлĕнмеллескер

удивительный. П. Паттăр. 27. Вĕсем унта темĕскерле тĕлĕнмеллескерне курсан, кĕтӳ çине аллисемпе тăса-тăса кăтартнă.

тĕлĕр

дремать. СПВВ. МС. Анчах тĕлĕрсе кайсаттăм, тăратрĕç те (о сладком полусне. Обозначает оттенок сладости. СТИК.) Йӳç. такăнт. 6. Чуп час!.. Тĕлĕрсе çӳреттĕр. N. Тĕлĕрсе карĕ, сидя задремал. Хурамал. Ларнă çĕртех тĕлĕрсе кайнă (çывăрса кайнă). Орау. Эп пăртак тĕлĕрсе илтĕм эсĕ киличчен. Слеп. Ах тĕлĕрсе кайрăм янчах, эс мана тăратрăн. N. Тепĕр кунне Аксенов хăй сакки çине выртнă та, анчах тĕлĕрсе кайнă. Дик. леб 38. Çапла вĕсем пĕтĕм вăрăм çĕре калаçса ирттернĕ, ире хирĕç анчах кăшт тĕлĕрнĕ пек пулса илнĕ. Так они проговорили всю ночь и задремали только перед самым рассветом. Шурăм-п. Ывăнсан ыйхă та килет, пурте çывăраççĕ: пĕр хуçа анчах тĕлĕрсе те каясшăн мар. Полтава 60. Уçă сывлăш тĕлĕрет, ыйха çĕнсе тăраймасть. СПВВ. ИА. Çыврас умĕн тĕлĕрсе выртатăн. Шорк. Тĕлĕрес, немного поспать, подремать. СПВВ. Тĕлĕрет çывăрнă-çывăрман çын. || Думать. Кан. Ун чух ытти ялсем ун çинчен тĕлĕрме те пуçламан. Сред. Юм. Тем шохăша кайнă ĕнтĕ, пит тĕлĕрсе ларать (погрузился в думу), эпир сăмахланине те илтмес. Турх. Пит-куçĕпе салхуланса чавса çинче тĕлĕретчĕ. Тюрл. Тĕлĕрсе тăрать, задумался. || Грезить. || Хмуриться. Юрк. || N. Хуйхăпа чунăм тĕлĕрсех кайрĕ. Турх. Йышĕ (их хозяин) пӳртре тĕлĕрсе: а-ах! тесе хуйхăрать. || Смотреть пристально. Ст. Чек. Тĕлĕрсе пăхать; тилмĕрсе пăхать. || Сред. Юм. Пĕрмай пĕр тĕле пăхса пĕтĕм куç тĕлĕрсе кайрĕ. || О сохр. здор. Вăл чир лашана е ĕнене ерсен, вĕсем салхуланаççĕ, тĕлĕрсе пуçне усса тăракан пулаççĕ. СЧУШ. Тепĕр кунне амăшĕ апат çисен, лахханти çăра шывне ĕнине пама тухнă, курать, ĕни çимине çимест, тĕлĕрсе тăрать.

тĕмĕ

(тэ̆мэ̆), куст. Яраба-к. Пшкрт. || Кочка. Ала 73. Авкарти хыçĕнче шур юр тĕми, шăнкăртатса юхать юр шывĕ. Юрк. И тĕмĕ пур, тĕмĕ пур, тĕми çинче калта пур. || Пяток снопов. Тим. Çаксам кашни тĕмĕ тумасренех малала илсе пыраççĕ, тет, ачине. Тим.-к. Вĕсем çав ачана пит хытă юратнă. Тырă вырма кайсан çав ачана тĕмĕрен тĕмĕ сиктерсе пынă, тет. ЙФН. † Эпĕ вырас çурлийĕ тĕмĕ çинче тăминччĕ, пĕри тытса выринччĕ. (Солд. п.).

тĕнчелле

по-мирскому. N. Вĕсем тĕнчерен пулнă, çавăнпа тĕнчелле калаçаççĕ те, тĕнче те вĕсене итлет.

тĕп

дно. N. Катка тĕпĕ, дно кадки. Утăм. Тĕпĕ (реки) курăнса выртать, çав тĕрлĕ тăрă. Образцы 51. † Шурă Атăл çинче шур кăвакал, чăмсассăн та тĕпне çитеймест. Чураль-к. Пирĕн ял ачи мулатси, шыв тĕпĕнчен чух илет. ÇМ. Сип-симĕс улăх урлă тĕпсĕр сив çăлкуç уйсем çине сапать шывне. Торп-к. Пĕве тĕп (шу тĕп) хăпарсан йĕпе пулать, теççĕ. Сред. Юм. Пос тĕпĕнче хор вылять. (Отражение в колодце движения облаков). N. Пус тĕпне кĕмĕл çĕрĕ ятăм. (çăлтăр). ЧС. Тĕпнелле пăхсан, тĕпĕ те курăнмасть (у оврага). А.-п. й. 37. Шăтăк тĕпĕнче тилĕ вĕткеленнине йăвăç тăрринче ларакан ула-такка курчĕ. Изванк. Курка тĕпĕ курăничченех ĕçмесен, лайăх мар теççĕ. Собр. † Ĕçсем, кукка, куркуна: курка тĕпне курам-а? Выпей, дядя, свой ковш, я посмотрю на его дно. Шишкин. Инке стаккань çут стаккан, çивче сахăр çок, çампа тĕп ĕçместĕп. Шемшер. Йыснан черки çут черки, çутă тейиса ытла тĕпех ĕçес мар. || Подонки. ГФФ. † Пирĕн аттейĕн хытти пор, четвĕрт тĕппе ыр полчĕ. Скуповат наш батюшка — прослыл хлебосолом, поставивши гостям подонки, оставшиеся на дне четверти. || Остатки. ГФФ. † Пирĕн аннен те хытти пор, кокăль тĕппех ыр полчĕ. Скуповата наша матушка — прослыла гостеприимной, поставивши гостям остатки пирога. А.-п. й. 54. Кĕлете кай та ырçа тĕпĕнчи çăнăха пуçтарса килсе пĕр пĕчĕк йăва пĕçерсе пар-ха,— тет. Изамб. Т. Мĕтеçле тĕпле вылянă чухне малтан сахисене мĕтеçсем патĕнчен пурте пĕр енне ытаççĕ, камăн сахи мĕтеçсене çывăх, ул тĕп тăват (говорит: манăн тĕп!), ыттисем сахи вырăнĕсенчен мĕтеçсене переççĕ, миçе мĕтеç юлать, пурне те тĕп тăваканни илет. N. Олăм тĕп, остатки початого стога. Изван. Кайин-кайин кайи-ке, улах апач çитермер, çитересси çитерч те, çатма тĕпне çитерч. || Огарок. М. Сунчел. Çав çуртасем çуна çуна пĕтсен, вĕсен тĕпĕсене икерчĕпе чĕркесе, таткаласа хывнă çĕре пăрахаççĕ. || Окурок. Капк. Кулачăран (из белого хлеба) пирус тĕпĕ тухнă. || Центральный, основной. N. Тĕп Комитет, Центральный Комитет. Кан. Хĕрарăмсене çутта кăларасси пирĕн тĕп ĕç пулса тăрать. Эпир çур. çĕршыв 17. Пирĕн ялти халăхăн тĕп ĕçĕ тырă акса тăвас ĕç. Сборн. по мед. Пырне касса шăтарнă хыççăн вилсен, вăл каснипе вилмест, хăйĕн тĕп чирĕ пит йăвăррипе вилет. || Основание. Изамб. Т. Тĕпĕнчен выраканнисен ытларах та ларать. N. Усал суранпа пĕçĕм тĕпĕсем ыратса вут пек çунса тăраççĕ. || Причина, основание. N. Апла выçлăх тĕп мĕнтен пулнине шухăшласа илеймеççĕ. || Корни. Кĕвĕсем. Лартрăм тĕрлĕ йăвăçсем, тĕпĕсене сапрăм таса шыв. Баран. 55. Йывăç тĕпне (у корня) вут чĕрте пуçланă. К.-Кушки. Ялан улăх тăрăх çӳрес мар, ухлĕм ути тĕпне çĕртес мар. N. Кашни тĕпĕнче 2—3 хунав анчах пулать. || Коренной. СПВВ. Сред. Юм. Халь она Маççи теççĕ, тĕп ячĕ он Ваççа ятлă. Чăв.-к. Хапхаран тухрăм тайăлтăм, тĕп тантăшсенчен уйăрлтăм. || Коренник. Т. IV. Вара ăна тĕпне кӳлеççĕ. (Запрягают в корень). || Отцовский дом. Юрк. Тĕпе аслă ывăлĕпе чи кĕçĕн ачи Çумаркки анчах юлать. Собр. Ах аттеçĕм-аннеçĕм, эп килетĕп çак киле атте-анне тĕпне шыраса. Рак. Тĕпе карĕ. Пошел в дом, откуда выделился. Альш. Тĕпе Çтаппан ятли юлнă. Вил йăли. Пĕр-пĕр килĕрен уйăрăлса тухнисем малтан тĕп çурта кайса тĕпри вилнĕ çынсене хываççĕ. Бугур. Пирĕн аппана илекен тĕпрен мулĕ тапранĕ. || Место прежнего жительства. N. Тĕпрен килнĕ. || Родина. N. Пирĕн тĕрĕк çыннисенĕн чăн тĕпĕ, çуралнă çĕрĕ-шывĕсем чи малтан авалхи саманасенче Çипирте Алтай тăвĕ таврашĕнче пулнă. || Род. Ст. Чек. Чăвашсемпе тутарсем пĕр тĕпрен тухнă. || Внутри. N. Тĕпре ларса пыр, ехать, сидя внутри экипажа (не на козлах). Якейк. Пынă чохне вăл ямшăкра ларчĕ, эпĕ тĕпĕнче лартăм (внутри экипажа). N. Хăй ларчĕ тĕпне, а начар салтакне ларчăк çине. С. Айб. Тирпеленсе çитсессĕн, патша ывăлĕпе арăмĕ тĕпе кĕрсе ларчĕç, тет, таркăнĕ кучăр вырăнне ларчĕ, тет. || Полтава. 117. Шухăш тĕпне Мазепа путса ларнă пĕтĕмпе. || Куст. Альш. Акă хайхисем пĕр пысăк шĕшкĕ тĕпĕ патне çитрĕç тет те, шĕшкĕ тĕпне çĕклесе çавăн айне кĕрех кайрĕç, тет. Собр. Карта-карта килет хуркайăк, каять хăмăш тĕпне шыраса. N. Хура та çĕлен ача пуçлă, çӳрет-çке хăмăш тĕпĕнче. Сала 123. Кĕтĕм вăрман ăшшĕне, лартăм курăк тĕп çинче. || N. Вунă тĕп юман N. Йывăç: пĕр çĕр тĕп хăмла çырли, крыжовник тавăраш аллă тĕп. Толст. Икĕçĕр тĕпрен тăххăр анчах юлчĕ (яблони). N. Вăтăр тĕп кавăн. Альш. Хурлăхансем вĕсем пĕчĕкçĕ тĕпре ӳсеççĕ. Чув. календ. Çамрăк тĕпсене йăрансем туса лартаççĕ. || Ствол, комель дерева. Пазух. 22. † Вăрман хĕрри юманлăх, çинчен икел суйлар-и те, тĕпне юпа тăвар-и? Лашм. Улма йывăç тĕпĕ ай сап-сарă. Юрк. Чăршăсем хĕрри хурлăханлăх, тăрринчен хурлăхан татар-и, тĕпĕнчен чăпăк тăвар-и? Пазух. 22. † Ту питĕнче чиелĕх, çинчен чие суйлар-и те, тĕпне çатан авар-и? Собр. Чӳрече кутне хурăн лартрăм, тĕпшĕн мар, çулçишĕн. Микушк. Хăпартăм та çӳлĕ ту çине, лартăм кукăр хурăн тĕпĕ çине. Юрк. Çӳлĕ ту çинче виçĕ хурăн, тăррисене кассан тĕпĕ ӳсет. || Стебель. N. Пĕр пĕрчĕ акса пин пĕрчĕ илмелле пултăр, тĕпĕ хăмăш пек пултăр, тăрри чакан пек пултăр. К.-Кушки. Тĕпне хăмăш пек, тăррине чакан пек ту. Н. Байгул. Хумăш тĕпĕ шывлансан пирĕн макрасси çавăнтан паллă. Пазух. 22. † Парлак çинче çырлалăх, çинчен çырла суйлар-и те, тĕпне утă тăвар-и? || Пень. Кĕвĕсем. Лартăм хурăн тĕп çине хурăн çырли пиçиччен. Альш. Хура-хура кăткăсем хурама тĕпне сырса илнĕ. || Подошва. К.-Кушки. Ха, ачу çăпатине тĕпĕнчен сырасшăн (хочет надеть лапти вверх подошвами). Тим. Шурă рамановски кăçатă тăхăнас çук, тăхăнсан та тĕпне тивертес çук. || Панклеи. Шу орлă каçнă чох пуç çине ĕçлĕк тĕпне хорса каç (платок с навороженным). Сятра. Усал укçа илсе тухрĕ, тет те, ĕçлĕк ăшне ярчĕ, тет те, тĕпĕ те çĕтмерĕ, тет (тĕпне сарăлмарĕ). || Якейк. Пире коккăль памасан, кăмаки тĕп çыпăçтăр. || С. Алг. Юпа тĕпне (на кладбище) укçа яратчĕç тăванĕсем, пĕр пус параканĕ çĕр тенкĕ паратăп, тетчĕ. N. Юпи тĕпне пĕр пус укçа алтса хăвараççĕ. || Кильд. Хапхăр тĕпне шăлмастăр, курăк шăтса тухас пек (готова вырасти). К.-Кушки. Ан пыр, каччă, хапха тĕпне, хăма ӳкĕ пуç çине.

тĕпе юл

остаться на коренном (старом) жительстве. Юрк. Вĕсем иккĕшĕ пурăнсан-пурăнсан уйăрăлнă. Илтерĕ тĕпе юлнă. Вăл çапла тĕпе юлнăран, çав çурт йышине халĕ те пирĕн ăратнесем тĕприсем тесе калаççĕ. Икково. Тĕпе йол, остаться наследником дома.

тĕппи-йĕрĕпе

совсем. N. Вут хунă та вара вĕсем киремет хурăнне тĕппи-йĕрĕпе çунтарса янă.

тĕрлеттер

понуд. ф. от гл. тĕрлет. ЧС. Хам ĕнтĕ юман патĕнчен тырă вырма мĕне иртсе кайнă чухне юри лаша çаптарса кăшкăрса тĕрлеттерсе иртсе каятăп. Çутт. 77. Вĕсенчен çилтăман тĕрлеттерсех вĕрет. || Пылить. Завражн. Çутт. 31. Урайне тип шăпăрпа тусан тĕрлеттерсе шăлать. КС. Тĕрлеттерсе иртсе карĕç (поднимая пыль, сотрясая воздух, промчались, в Сред. Юм. в экипаже). ТХКА 42. Вун-вуник лаша хыçалтан тĕрлеттерсе пыраççĕ. ЧС. Вут патне çитерехпе пĕр икĕ лаша кӳлнĕскер манран сиккипе тĕрлеттерсе иртсе кайрĕ, хăнкăрав çакнă. Т. VII. Хĕлле пĕр ямăшкă виç лашапа вăрман виттĕр тĕрлеттерсе пырат, тет. Кан. Хурамалти Петĕр кĕрӳпе Хусаналла тĕрлеттертĕмĕр. Сред. Юм. Тĕрлеттерсе çитрĕ, прикатил, приехал. || КС. Паян вĕсем кунĕпех улăм тĕрлеттерчĕç. || Шугать, напр., кур, гусей, свиней.

тĕреле

подпереть. Сала 291. Ивана çывракансем патне туртса пырать те сенĕксемпе тĕрелесе тăратса хăварать. НИП. Урисене тĕрелесе каялла туртăнат. N. Хăй кăкрине аллипе тĕрелесе... ЧС. Вăл çавăнтах хăйăр утине (отмель?) ларса чавсине чĕркуçи çине тĕрелесе темччен шывалла пăхса тăчĕ. Сред. Юм. Йăванса кайма тапнакан капанĕсене пысăк патаксĕмпе тĕрелеççĕ (е: чараклаççĕ). Баран. Иван тепĕр чарак илсе пыричченех алăка çурăмĕпе тĕрелесе тăрать. Толст. Вĕсем çула (летом) тăсăлĕччĕç те, пĕр тĕрелесе сиктерсе кăларĕччĕç.

тĕрĕлтеттер

понуд. ф. от гл. тĕрĕлтет. Юрк. Исправник яла пырса кĕрсен, урам тăрăх тĕрĕлтеттерсе пырат. N. Çапла вĕсем калаçса тăнă çĕртех кайăкçăсем йытăсемпе тĕрĕлтеттерсе те çитнĕ. Хурамал. Выльăхсене хиртен тĕрĕлтеттерсе хуса кил (= шеп хăваласа кил). Ib. Ачасем выляма кайнă пулсан калаççĕ: эпĕ вĕсене тĕрĕлтеттерсе килем-ха! теççĕ (= хăваласа). || СПВВ. ИФ. Тĕрĕлтеттерес = вутта кăмакара пит вăйлă (ялкăштарса) çунтарас. N. Вăсем вутта иит тĕрĕлтеттереççĕ, теççĕ. Тата выльăхсене тĕрĕлтеттерсе кайăрĕçĕ, теççĕ: пит хăвăрт хăвалани.

тĕркĕш

тесниться, грудиться. Эпир çур. çĕршыв 12. Хĕлле пирĕн пӳртре путексем те, пăрусем те пурăнаççĕ. Çапла тĕркĕшсе пурăннă пирки сывлăш таса пулаймасть. Туперккульос. Çынсем пĕрле тĕркĕшсе пурăннă çĕрте, вĕсем хушшинче тĕрлĕрен çын пулать. || Шуметь, возиться, толкаться. Сред. Юм. Тĕркĕшсе çӳрет, борется, играег, возится, валяется. Ib. Мĕн тĕркĕшсе çӳрен тумтире ватса. Аттик. Ача-пăчасем хĕпĕртенипе çĕрĕпех тĕркĕшеççĕ. Ст. Чек. Тĕркĕшес, кĕрешкелесе çӳрес (возиться, бороться, драться, о детях). N. Ярмăнкă вăхăтĕнче усĕрлекен те, тĕркĕшсе çӳрекен те нумайланчĕ. || Бегать быстро. СПВВ. ФИ. Тĕркĕшес — пит хытă чупса çӳресе шавлани. Хурамал. Сурăхсем хушшине кашкăр кĕрсен, сурăхсем тĕркĕшсе чупаççĕ (пĕрин çине пĕри таптаса чупаççĕ). || Волноваться. N. Хура халăх çавна китсен пăлхана пуçланă, унтан патаксем шырама тытăннă. Çапла халăх тĕркĕшнине курсан тиексем, старшинасем урам тăрăх тарса хăтăлнă. || Пылать (об огне). КС. Вут тĕркĕшет (пылает). || Браниться. КС. Хыт тĕркĕшрĕç вăлсам. || Ссора. Б. Олг. Тĕркĕш туас мар! || Тесно. Шел. П. 67. Урамĕсем питĕ пылчăк, пасар таврашсем тĕркĕш. || Шумно. N. Ир тăрса каç выртиччен тĕр-тĕр туса тĕркĕш пурнакан çеме пек иртсе каять. || Встр. в сложении: вăрçă-тĕркĕш.

тĕркĕлтет

ходить гурьбой. КАЯ. Вĕсем хыççăн пур халăх тĕркĕлтетсе каять. НАК. Ун чухне пурте пĕрле тĕркĕлтетсе çӳремеççĕ.

тĕрлĕ

разный, различный, разнообразный, всевозможный; всякий. А.-п. й. 94. Шурă халат тăхăнса, тухтăр пекех тумланса, сарă чăматан йăтса, тĕрлĕ кĕленче хурса, ĕне хӳрине чиксе, хуллен утать хулана. Чăв. юм. 1919. Шыв хĕрринче чăнахах та тĕрлĕ çĕртен тухатмăшсем пуçтарăннă. N. Чăвашсем хĕлле тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕ пурнаççĕ. Кив-Йал. Чăвашла сăмах тĕрлĕ вĕт вăл чыстă. N. Тĕрлĕ кун кунта. N. Манран тĕрлĕ майпа чăвашсен пурăнăçĕ çинчен ыйта-ыйта пĕлчĕ. Кама 30. Тĕрĕксен те çынсем тĕрли пулаççĕ, сирĕн пеккисем те пур вĕсен, пирĕн пеккисем те нумай. N. Тĕрлĕ тĕслĕ чечек. N. Стариксем тĕрли тĕрлĕ калаççĕ. Вишн. 64. Çав сĕтне урпа шывне мĕн чулĕшер илсе хутăштарас пулать-ши? Вĕсене тĕрлĕ вăхăтра тĕрлĕшер илсе хутăштарас пулать. N. Ака (плуг) тĕрли пур. Сред. Юм. Тĕрлĕ кил ăшчикки. (Гов., если в доме не одна семья). N. Пирĕн патăмăрта Кăмаша ятлă пит пысăк вăрман пур. Çав вăрмана тĕрлĕ тĕлтине тĕрлĕ ят хунă. О Японии. N. Хуртсем вĕсем тĕрли пур. Сред. Юм. Пĕр тĕрли кайрĕç онта. Некоторые пошли туда. N. Ку тĕрлĕ, мĕн тĕрлĕ, виç тĕрлĕ, урăх тĕрлĕ. || Неодинаковой продолжительности. Баран. 121. Тĕрлĕ йывăçăн ĕмĕрĕ тĕрлĕ. || Хурамал. Кĕлле тăрсан, кашни тăмассерен харкам хăйне пĕр тĕрлĕ асăнса чӳкленĕ. N. Çĕр салтак çĕр тĕрлĕ калаççĕ. || Юрк. Пĕр тĕрлĕрех пурăнакан çынсем. Ст. Чек. Пĕр тĕрлĕ, ку тĕрлĕ. Ib. Пĕр тĕрлĕ тăратпăр-ха. || Ходар. Чӳклемене вырăсла пурăнакан чăвашсем те тăватчĕç, анчах вăлсем урăх тĕрлĕрех тăватчĕç. || N. Вăл тĕрлех çиленсе ан пĕтер-ха. N. Анчах çав тĕрлĕ савăнăçлă пурăнăç манăн часах улшăнчĕ. Тим. Шурă хурăн ӳсет мĕн тĕрлĕ? Çулçисем çаврака çав тĕрлĕ. Янтик. Аслă вăрманĕсем мĕн тĕрлĕ, çулçисем тăкăнаççĕ çав тĕрлĕ; пирĕн аппа-йысна мĕн тĕрлĕ, пирĕн те пуласчĕ çав тĕрлĕ. || С. Тим. Эх пархатарсăр, пĕрте çын тĕрлĕ хăтланмастăн-ĕçке (çын тĕрлĕ, прилично, пристойно). || Вид. Баран. Ыраш икĕ тĕрлĕ пулать.

тĕрлĕ-мерлĕ

различный, различно. Изамб. Т. Тĕрлĕ-мерлĕ ан калаç (без толку, со странными переходами от одного предмета к другому). Н. Уз. Тĕрлĕ-мерлĕ йĕркесем (порядки). N. Çапах та вĕсем халĕ те ĕлĕкхи тĕрлĕ-мерлĕ йăласене нумайăшне туса тытса пыраççĕ, тет. СПВВ. Х. Тĕрлĕ-мерлĕ шухăшсем кĕрсессĕн, тĕрĕнтĕмĕр хурăн хуппи пек.

тĕрт

толкать. Четырлы. Лаши тĕртсен кайса ӳкмелле. А.-п. й. 77. Пĕр йăвăç тĕмĕ айне пысăк шăтăк алтрĕ те арчана тĕртсе йăвантарса ячĕ. И. Тукт. Ну, ну, ут малалла! — чăртмаххăн аяккинчен чышкипеле тĕртрĕ конвоир Ульянана. N. Пăшала тăсса ятăм та, пуçне тĕртсе пенĕ пек кĕрслеттерсе персе ятăм, пуля тивнине куратăп, анчах вĕлермерĕ. N. Çăвара тĕртсе кăтартатпăр, вара тин пĕлеççĕ. N. Тĕртнĕ тĕртменех уçлаççĕ. || Ткнуть. N. Сăмах хыççăн сăмах çине пурнисемпе тĕртсе пырса вула-вула кăтартать. N. Макçăма хам пулсан тутине тĕртсе кататтăм. || Трогать. К.-Кушки. Эпĕ ăна пӳрнепе тĕртрĕм. Я тронул его пальцем. N. Пĕр-пĕр çын пурнипе тĕртсе кăтартнипех суйлама юрамасть. Тогаево. Асатте, асатте, эпир атă пăрипе тĕртнине хăмкла çыртни вырне анчах хорать, тет. Сред. Юм. Куçран тĕртсен те кормас. До того темно, хоть глаза выколи. || Черкнуть. Изамб. Т. Юрĕ. Эсир çапах кĕнекере тĕртсе хурăр (черкните, чтобы не забыть). || Направлять. Юрк. Вĕсем сылтăм енчен сулахай енне тĕртсе çырса пыраççĕ. || Говорить намеками. СТИК. Сăмахпа тĕртме пит ăста. (Намекать на недостаток, указывать на вину). || Иронизировать над кем-либо. Ст. Чек. Епле ку пире тĕртсе калаçать. Ачач 50. Вăл паян, сирĕн ята асăнса, темскер тĕртсе каларĕ. Ib. 45. Юри такама тĕртсе, тăрăхларĕ. || Внушить. СТИК. Кам тĕртрĕ-ши мана çав ĕçе тума. Ib. Кам тĕртрĕ-ши мана çавăнпа çыхланма. Черт меня дернул. || Подводить. Сл. Кузьм. 99. Ялти çынсем вăрттăн тĕртме тăрăшĕç, числама та пăрахĕç.

тĕршĕн

ежиться, сьеживаться. ЧС. Кайран вара хай луç çавăтсан та, хĕнесен те, пĕрех утмасть, тĕршĕнсе анчах тăра пуçларĕ. Сунт. 1929. Шăннипе тĕршĕнсе выртса пыраттăм. Хурамал. Сивĕре йытă тĕршĕнсе выртать (= хутланса). Собр. Вăрăм чăрăш тăрринче чăпар куксем авăтаççĕ. Хамăр тăвансем килнĕ чухне сарла-сарла авăтаççĕ. Çичĕ ютсем килнĕ чухне тĕршĕне-тĕршĕне авăтаççĕ. ЧС. Тете лаша çинелле пăхрĕ те: чăнах, ку тăма та ĕлĕкхин пек тăмасть, тĕршĕнсех пырса тăрать, терĕ. РЖС З. Çав хурал-тăра пĕр кĕтессинче йытăсем тĕршĕнсе выртнă. N. Вĕсем пурте лайăхрах вырăн йышăнас тесе, пĕр-пĕрне хĕстерсе çырма хĕрнелле тĕршĕннĕ. Пшкрт. Хот тĕршĕнсе выртат. О сохр. здор. Çыннисем хăйсем ялан тĕтĕм тивесрен аялалла тĕршĕнеççĕ. Баран. 43. Выртсан выртсан тата хытăрах тĕршĕнет. || Четыре пути. Выльăх савсан епле çын патнелле тĕршĕнет, епле çуланать. Сред. Юм. Çăмăр вăйлă çăва пуçларĕ те, сорăхсĕм порте пĕр çĕрелле тĕршĕнчĕç. Ачач 26. Хăй акă юрă кĕнекине тытать те, чӳрече тĕлĕнче тӳшек çумне тĕршĕнсе ларса, пĕрре урамалла пăхать, тепре — кĕнеки çине. Альш. Авалхи плант çинче курăнать: пĕрин хыçне тепĕри (один на задах другого поселились) епле тĕршĕне-тĕршĕне кĕрсе ларни. || Укрываться. N. Чулсем çумне тĕршĕнеççĕ (укрываются).

тĕшмĕшлĕ

суеверный. N. Тĕшмĕшлĕ çынсем вăрлăх кăларма килĕнче кам телейлĕ çавна яраççĕ. Ентĕрел. Тĕшмĕшлĕ карчăк, суеверная старуха, соблюдательница обрядов. Ст. Чек. Тĕшмĕшлĕ, боязливый, мнительный вследствие суеверия. Ib. Тырă кăларнă кун кӳршисем калаççĕ: вĕсем тĕшмĕшлĕ çынсем, вĕсем паян япала парас çук. || Недоверчивый. Сред. Юм. Пит тĕшмĕшлĕ çын. Такой человек, который во всем других подозревает. Ib. Тĕшмĕшлĕ çын тесе çын япала туса вĕлересрен, чирлеттересрен пит хăракан çынна калаççĕ. || Сомнительный, подозрительный. N. Тĕшмĕшлĕ япала. Шел. II. 66. Кавал патĕнчи кивĕ çăва çинчен илнĕ тĕшмĕшлĕ пир татăкне çав арăма кăтартса: ку пир татăкне çăва çине ма пăрахнă? терĕм.

чав

рыть, копать. Шел. II. 63. Вăл чулсен патĕнчи çĕре сысна чавнă пек чавса пĕтернĕ. Сред. Юм. Тараса чавса пĕтерсен он ăшне пыра яраççĕ. Янтик. Тукассенĕн пуссисем тарăн-ши çав, ăшăк-ши? Тарăн пулсан ăсчăрах, ăшăк пулсан чавчăрах. П. У. Çĕр чавакан, землекоп. N. Çапла вĕсем ял тавра алтса çавăрнаççĕ. Алтса çаврăнсан, вĕсем çĕре чавса шăтараççĕ, икĕ пуçне те этем тухса кĕрсе çӳремешкĕн шăтăк тăваççĕ. Якейк. Вăй патăр! Мĕн эсĕр картара конĕн-çĕрĕн чаватăр? Ib. Сысна анкарне кĕнĕ те, пĕтĕмпех чавса тохнă. || Ковырять. Орау. Чава ларать. Только и занят ковыряньем. || Ковырнуть. Трхбл. Питне чавса илнĕ. Лицо сковырнул. || Царапать. Якейк. Йăвана Кĕркори пĕтĕмпех чавса пĕтернĕ, пичĕ-куçĕ чĕп-чĕр йон. || Оцарапать. Орау. Эп ăйăх тĕшшипе алла чавнă кĕçĕр (е: чавса янă). N. Автан тухать те (вылез и), улпутăн хăрах куçне чавса кăларать илет. Альш. Кушак шăши тесе, кашкăрăн куçне чават илет (вцепилась). Букв. 1908. Кушак Хураçкана куçĕнчен чавса илчĕ. Курм. Кошак чавтăр чĕччине. || Теребить, чесать (шерсть и пр.). Сред. Юм. Таптарман çăма алпа чавса кĕнчеле туса çыхса арлаççĕ. (Пĕчиккĕн-пĕчиккĕн алпа тортса майлассине чавас теççĕ). Якейк. Сӳс шăртласа пĕтерсен çăн чаваççĕ. Ib. Тăпкаран чавса кăнчала турăм. Ib. Арлама лайăх пултăр тесе тăпкапа чаваççĕ. Кан. Тылласа тӳ, шăртла, чавса арла. КС. Сӳс чаваççĕ (руками выбирают тĕввисене). || Якейк. Каранхи сарăма çапса тухсан ик хĕрарăм олăма чăркама лайăх полтăр тесе креплепе чаваççĕ (приводят в порядок). || Шевырять. КС. Чăхсам кăшăла (ворох) йăлт чавса салатнă. Сала 117. Пĕчĕккĕ лаша тур лаша, супне тулли сĕлĕ ытат, супне тулли памасан, чавса тăкăп тиет. || Долбить. Изамб. Т. Çăнăх хумашкăн эпĕ такана чаврăм. Собр. Алăсăр урасăр курка чавать. (Тумла юхни). || Ир. Сывл. 2З. Чавса кăна пыратпăр (по реке). || Орау. Ой-яй кĕслене лайăх калать, чавать кăна (ловко играет). || СТИК. Кăш чаврăм-ха кунтан. От него я немного поживился.

чалăш

кривой, косой. Орау. Чалăш тута Хветĕр. N. † Алăкăрсем чалăш, кĕме çук. Подг. Шигали. Алăкăрсем чалăш та, кĕреймĕп. Пазух. 135. † Алăкăрсем чалăш ай кĕмешкĕн, урайĕсем яка ай утмашкăн, саккăрсем сарлака ай лармашкăн, ят ăрсем те чаплă ай илтмешкĕн, чысăрсем те чыслă ай курмашкăн. Юрк. Ту аякки çул чалăш, ут утланма çав лайăх. || Наискось. N. Вăл пире хирĕç, кăшт чалăшрах пурăнать (живет наискось). N. Вĕсем ăна хирĕç пайтах чалăшра (чалăш) пурăнаççĕ. Пазух. 39. † Ытах тĕлне пĕлмесен, пăралукран чалăшрах, пирĕн çумра сат та пур, сат çумĕнче алăк пур, çавалăкран пырса кĕр. || Вкось. Изамб. Т. Пĕри сылтăмалла çакăн пекех тӳрех каять, тепĕри сулахаялла чалăш каять (дорога). || Набекрень. Бугульм. Кăримски çĕлĕкне чалăш лартса кама ăсатрăн çурçĕр тĕлĕнче. Якейк. Хаклă юшши карттусне посса лартсан ват çын теç, чалăш лартсан янкăс теç. || Косо. Ст. Чек. Чалăш лартан. Косо ставишь. || Шорк. Ман чалăша куртăр-и паян? Ib. Ун чалăшĕ пасарта сӳретчĕ. (Употр. в шутку в смысле тӳрри, возлюбленный). || Косуля. Paas. 178. Икково. Чалăш = особая соха, пĕр майнелле кăна прахать. N. Чалăш = кусиле. N. Эсир чалăша луччĕ ют çынна тутрнă пулсан, манăн ку тери кăмăл хуçĕлмĕччĕ. || Тяж (у телеги). В. Олг.

чантлаттар

понуд. ф. от гл. чантлат. Завражн. Ĕлĕк вĕсем шăпăр калатчĕç, халĕ тумра хол хошшине хорса, ял тăрăх чантлаттарса çӳреççĕ. Сĕт-к. Чотайсене чантлаттар, Коснарсене натлаттар. (Çивĕч сăмах. Шутка).

чаплă

известный. БАБ. Пирĕн ялтан инçе мар пĕр ялта пит чаплă пасар пур. || Славный. Образцы 26. † Чаплă Чаткас хĕрĕ эпир. || Важный. Якейк. Ку пит чаплăскер, манер çок, çемски наччалник полмалла. Изамб. Т. Хăй ул пит чаплă тумланнă. В. Байгул. Пирĕн ачи пит чаплă. (Туй юррн). Ст. Чек. Чаплă çын (так в шутку говорят о беременной женщине). Ib. Чаплă хăна, важный гость. ЧК. Чаплă решени пире малашне пысăк тухăçпа ĕçлеме хавхалантарать. || Хороший. N. Ыраш пит чаплă мар, çуртри аван. || Роскошный. Ашшĕ-амăшне. Спани упăшки пит пысăк чаплă çурт лартнă. Тябердино. Чӳке вĕсем питĕ чаплă тăваççĕ. Ст. Чек. Чаплă туй, пышная свадьба.

Чарту

назв. горы около Криуш, где по преданию Иван Грозный хотел построить город, но отказался, ибо гора высока, и трудно доставить воду. N. Чарту айĕ çинчен пур йăмах. Никит. Пирĕн ял патĕнче (Атăл хĕрĕнче) пĕр пысăк ту пур. Çав ту çинче ĕлĕк Хусана тытсилме кайнă чухне патша салтакисем тăнă. Çавăнпа ĕнтĕ çав туа Чарту тесе ят хунă. Вĕсем валли чăвашсем апат тăратнă (доставляли). Халĕ ĕнтĕ çав салтаксем пурăннă çемлянккă вырăнĕсем анчах юлнă, тата туне ку таринчченех Чарту тесе калаççĕ.

чар

остановить, задержать. А.-п. й. 85. „Чар, Иван, салтаксене, нимĕскер те тумастпăр сана“. Анчах Иван салтаксене юриех чармарĕ, тет. Ib. 71. Хай хуçа кашкăр тĕлне çитет те, ямшăкне лашисене чарма хушать. Ib. 19. Никам килесрен те хăрамасть пăшаллă этем, çавăнпа та йыттине нихăçан та вĕрме чармасть. Собр. Тухнă чухне кинин (у молодушки) урине виçĕ хутчен тытса чараççĕ. Регули 85. Эп паян каясса вăл кисе чарчĕ. N. Ку упа тусăн ĕçне пĕрене кăна чарса тăрать. Юрк. Чăвашĕ те хăне çапла чыкан арăмĕ аркинчен тытса чарнине курсан: сана мĕн кирлĕ, тесе чăвашла ыйтса пĕлет. Кĕвĕсем. Çĕр сумлăх хĕр илсессĕн, тытса чарма вăйăр çук. И. Тукт. Лаша аяккалла сиксе ӳкрĕ, анчах старик ăна çавăнтах тилхепинчен туртса чарчĕ. || Ставить (лошадей). Альш. Унта ытти тырă тиесе пынă çынсемпе пĕр тĕлелле чараççĕ лашисене. Изамб. Т. Лашине анин аял пуçне чарчĕçĕ. Поставили лошадь на нижнем конце загона. || Мешать. Букв. Чĕмпĕре çитсен анса çуртсене пăхса пыма чарĕ тесе, эпĕ çыхтармарăм. Юрк. Чĕмпĕре куçнăранпа нимĕн япала çырман халĕ, те масар тытăнаймастăп, паллă килте ача-пăчасем те чараççĕ. N. Сире укçа чарать-им? N. Мана çыру çырас тĕлĕшĕнчен чарас япала та пулман. Кн. для чт. 31. Карташĕнчи курăк çинче япала кустарсан та чараканĕ çук. Кама 8. Пирĕн чĕлхе çук-им? Ма чаран калаçма. || Унимать. Юрк. Кĕсем çапла çапăçнине тепĕр çын курсан, вĕсем патне чупса пырса тытăнать вĕсене чарма: пĕрне те, тепĕрне те çапма ирĕк памаст. ГФФ. † Качаки тохрĕ чармашкĕн. А коза ее (собаку) унимает. || Запрещать, воспрещать. N. Апла пулсан та, лашасене кантарарах тытма шухăшламаççĕ. Кирлĕ-кирлĕ мар ĕçсемшĕнех ăçта килчĕ унта хăвалаççĕ. Кун пирки Андроновпа сăмах хускатсан вăл тӳрех: „Эпĕ чараймастăп!..“ — тесе ответлет. N. Çын чĕлхине чарас çок. Ст. Шаймурз. Çав вăрмана каснăшăн никама та чармастчĕç. N. Курăк-çаран чарса (когда запретили пускать скот на луга) икĕ эрнерен килсе пăхнă чухне питĕ лайăх, тикĕс, çăра ӳсетчĕ. Эльбарус. Ун чохне çарансене чарман, анчах чарасси патне çитсе пынăччĕ. N. Эрехрен, сăраран чарса та чарăнмастпăр. || Прекратить. Ой-к. Ман пата пĕр вилнĕ çын килет те, çавна темле чарас килессе, тенĕ. || Отказать. Букв. 1904. Вăл хăйĕнчен япала ыйтакана пĕртте чарман, çук çынсене пит пулăшнă. || Защищать. О сохр. здор. Тата вĕсем (деревья) вут-кăвартан та пăртак чараççĕ. Ib. Сивĕпе пăсăлас мар тесен, çуркунне çăпата та тăхăнас пулмасть, вăл нихçан та шыва чараймасть.

чарăн

остановиться. N. Ватă çын мар, каччă та унпа чарăнсах пуплет. Регули 571. Вĕремĕ чарăнчĕ. Кратк. расск. 19. Вĕсем çул çинче пĕр тĕле çĕр выртма чарăннă. Завражн. Пĕр виç чалăш аяла анса чарăнчĕ (аэростат). N. Чарăнса ларнă, остановились (часы). Толст. Пĕрре эпĕ хăна килне çĕр выртма чарăнтăм (остановился на ночлег). Трхбл. Эсĕ ăçта чарăннă? Ты где остановился? (на квартире). Юрк. Çул çинче ăçта çитнĕ унта çĕр выртма, е лаша çитерме чарăнсан тусан, хăйсенĕн урапи туртисене, ыран ăçталла каймаллине пĕлмешкĕн, ялан çав енелле тăсса хураççĕ. Ib. Çул çӳрекен çын Атăлпа иртнĕ чухне Шупашкар хулине курма чарăнат. Янш.-Норв. Акаласа пырсан-пырсан, пĕр хапха патне чарăнаççĕ те, хирсем пурте яла кĕрсе каяççĕ. (Хĕр аки). Конст. чăв. Эпир Одессара Пантедеймон монастыр килне чарăннăччĕ. || Приставать. Янш.-Норв. Ку пăрахут Шупашкар патĕнче чаранмас пуль. || Окончить. Артюшк. Старик вуласа чарăнсан (когда окончил чтение). Юрк. Пĕр авка çак сăмахсемпе чарăнса тăрам, сыв пул. || Прекратиться, закончиться. N. Чарăнас пек калаççĕ (о войне). Алших. Авăт, куккук, хытăрах, чарăнасси инçе мар. Синьял. Акăш вĕçет – çил чарнать, кăвакал чăмат — шыв типет; эп çак ялтан кайсассăн, мана çекен çын чарнать. || Воздерживаться. N. Кивçен парасран чарăнса тăр. || Янш.-Норв. Хĕр вăрри çавăнта часрах минчет тутарасшĕн пулса, вун тенкĕ çинче чарăнса тăмасть (за 10 рублями не стоит). || Перестать. ЧС. Выляса чарăнсан, эпĕ лашасене пăхма кайрăм. Васильев. Чăнах, чӳк тунă, анчах ним осси те полман: вилес çын чӳк тунипе чарăнман. Регули 1287. Чарăнмасăрах паян ĕçлерĕм. Собр. Шыв чарначчен ĕçсен, вĕçкĕн пулать. Никит. Икĕ малти шăл тухса ӳкес пек лăканаççĕ, ыратат тӳсмелле мар, ним тусан та чарăнмасть. Сарат. Хăçан эсĕ ман япаласене çĕмĕрме чарăнăн. К.-Кушки. Ку сăмахсене вĕсем пĕр чарăнми калаççĕ. Эти слова они говорят без передышки. Ала 85. Хĕрĕ темĕн чухлĕ ӳлесе макăрнă, чарăна та пĕлмен. ЧС. Çумăр çума чарăннăччĕ. N. Ӳслĕк чарăнсах чарăнмас-ха, пуç та çаплах ыратать. || Орау. Шывпа юхса анакан пĕрене çыран хĕрне пырса чарăннă. Якейк. Эпĕр Африккă çĕрне пырса чарăнтăмăр. Мы остановились у берегов Африки. Юрк. Насус ампарне курсан, ун патне пырса чарăнат та, пăхкала пуçлат. Конст. чăв. Пĕр кун çурăран эпир Константинополе çитсе чарăнтăмăр.

чее

хитрый, изворотливый, лукавый, льстивый. N. Тилĕ пек чее, хитрый, как лиса. Образцы. 21. † Пирĕн кас каччи пит чее. КВИ. Чее маттур каччисем вĕсен хыççăн юлмаççĕ. Калашн. 10. Малтан кай, чеерех евĕче пуççап. Прежде свахе смышленой покланяйся. Ал. ца. 26. Вĕсем чее шухăш, чее те пит усал шухăш тупса хунă. N. Чее çыннăн куç саккăр сăвать. У хитрого глаза (сразу) восемь раз обмеряют (сосчитает). КАЯ. Шухăшлама пуçласанах мана пĕр чее шухăш килсе кĕчĕ. Хорачка. Чее çын – йăпăштах ларат, ним те чĕнмест, ялсам халапня вăрласа ларат (потом перескажет другим). Юрк. Калаçаççĕ кăсем кушак çинчен: вăл епле чее те, шăши хыççăн пит хăвăрт чупкалани çинчен. Букв. 1900. Чее кушак кайăк тытать, мăнтăр кушак пӳртре выртать. А.-п. й. 30. Анчах такасем чеескерсем пулнă. || Хлын, лентяй. || Хитрость. N. Чеепелен нумаях пурнаймăн, теççĕ. Хитростью долго не проживешь. || Чуткий. Ст. Шаймурз. Сирĕн савнă туссем чее мар иккен, ури çине пусрăм, сисмерĕ.

чечеклĕ

больной оспою. О сохр. здор. Чăвашсем чечеклĕ çынна пăхсан (если на него смотрят) куç ӳкет тетчĕç, çавăнпа вĕсем чечеклĕ ачана пĕр-пĕр кĕтесе чаршав карса выртаратчĕç.

чечен

прекрасный, превосходный, красивый, хороший, изящный; чистый; красиво, изящно. Paas. Чечен çӳрет (тумланать). СПВВ. ТМ. Чечен — хитре илемлĕ тумланса çӳрекен çын. СПВВ. ЕХ. Чечен – хитре, таса тумланса çӳрекен çын. N. Вĕсем кирек хăçан та чечен (хитре), типшĕм пулаççĕ. N. † Арçынсене сăхлантарасшăн ытла чечен тумланмастăн-и? N. Чечен çӳре, хорошо одеваться. Ир. Сыл. З0. Курăк çинчи сывлăмпа чечен чечек пит çăвать. Полтава 4. Ватă, чаплă Кочупей хăйĕн чечен хĕрĕшĕн чунтан-вартан савăнать. Прекрасной дочерью своей гордится старый Кочубей. Ал. цв. 21. Ан ыйт, ан йăлăн эсĕ мана, курса тăранайми илемлĕ чечен хĕрĕм. М. Сунчел. Çӳл ту çинче кăвак юман, чечен урапа тĕнĕллĕх. || СПВВ. ИФ. Чечен — питĕ çӳхе япала, хăй вăл çапах илемлĕ. Çынсене чечен теççĕ; çӳлĕ çинче çынна, выльăх-чĕрлĕхе те пит çӳхине чечен теççĕ. N. Мĕн? – терĕ Кулине чечен сассине кăларса. || Яргуньк. Ай-ай эс пит чечен-çке (хвальбишка и форсун). || Боры на одежде. Золотн. 102. Начерт. 196.

чешмеш

знач. не выясн. Етрух. Вара çав ялта пĕр виçĕ е тăватă çын тупăнать чешмешисем, вĕсем вара калаççĕ: яла чир килчĕ, ĕнтĕ темĕн курăпăр-ха.

чылай

много, довольно много, порядочно; давно, долго, продолжительно. Ал. цв. 4. Чылай вăхăт иртсе кайсассăн, хуçа хай тинĕс урлă выртакан инçетри çĕрсене кайма пуçтарăна пуçлать. N. Чылай тăрсан тин килтĕм. Якейк. Вăл килнĕренпе чылай вăхăт иртрĕ (довольно много). Бгтр. Çапла вара ăна чылай окçа парса ĕçтерсе, çитерсе ячĕç. N. Ушкăнĕ пĕчĕкçĕ пулсан та, вĕсем икĕ çулта халăха усăллă ĕç чылай (харшай) турĕç. Регули 1396. Вăл чылай ман пекех вырăсла пĕлет. Ib. 1395. Чылай номай парса янă, чылай тытнă. Ib. 1393. Вăл мантан чылай ватă. Сред. Юм. Кăсем тохса кайни те чылай полчĕ, тет, киле пĕри те тавăрăнмаççех, тет. Кан. Ку районра чăвашсем чылай пурăнаççĕ. N. Вăрçăран ăсем чылай кайра тăраççĕ. Мижули. Каçалапа хĕвел чылай кайсан ачасем килелле сорăхисемпе тавăрнаççĕ. Орау. Чылай инче, порядочно далеко. Торп-к. Вăл шкул чылай пысăккă, унта нумайĕшĕ вĕренеççĕ. Якейк. Вăсенчен чылай иртерех пĕтертĕмĕр. Кан. Акнă вырăн вăрçăчченхинчен чылай пысăк. N. Чылай пулчĕ, порядочно уже. Никит. Çыннисем хĕвел тухса сарăлсан, чылай тăрсан, пуçтарăнаççĕ. ЧС. Чылай вылясан, эпир чарăнса пĕрне çине лартăмăр. А.-п. й. 19. Чылай çӳрерĕç этемпеле йытă вăрманта. Ивник. Чылай вăхăт ĕçленĕ хыççăн вăл каллех ак ялне таврăнать. || Нюш-к. Вăл (она) чылая çитнĕ çын (порядочно стара), сакăрвуннăсенче. || N. Вĕç, йĕç, аккăш, вĕç, аккăш, чылай хире ӳк, аккăш.

чырат

очередь. N. Вĕсем ĕçлеççĕ чыратпа (поочередно).

чиелен

то же, что чеелен, становиться хитрым. Ст. Яха-к. Тата çăмарта пухаканĕпе икерч-кукăль пухаканни юриях чиеленсе сĕрен халăхĕнчен кайран çӳреççĕ. Вĕсем сĕренте пухнă çăмартисене çуррине хăйсем иккĕшех çисе яраççĕ.

чик

совать, всовывать, сунуть; втыкать, вонзать всаживать. N. Хутаççа чик. N. Виç çĕр тенкĕ укçа чиксе кайрĕ. Салагаево. Пашалу çине тăвар, кăмрăк чикĕççĕ. N. Çынни пилĕк çĕр тенкĕ укçана илсе чикрĕ, тет те, юлташĕ патнелле уттара пачĕ, тет. Орау. Кĕпине чĕркуççи айне хĕстерет, çĕввине кĕпи çумне чиксе хурать те, унтан çĕлет. N. Ак эп сана тытса пуçна юр çине чикем. Орау. Кашни аллисене хурана чикеççĕ. Каждый сует в котел руки. N. Турчăка пур çинче алла вута чикмеççĕ. Коли есть кочерга, в огонь руки не сунешь. N. Алăк хушшине ална ан чик, теççĕ. Не суй руки между дверью и косяком. Пазух. 21. † Шур çăмартан çĕвви çук, йĕп чикме те вырăн çук. ТХКА 126. Сарă мăйăр, хĕвелçавнăш кĕсе кĕсе туллиех хĕрсемпеле каччăсем чике-чике тултарнă. Ядр. † Пирĕн ялăн хĕрĕ тесен пар лашуна кӳлсех тух, икçĕр тенкĕ чикех тух, ху тиек пек пулса тух. Çутт. 20. Тĕм кутне пуçа чиксе выртрăм. Кан. Е шетникрен тӳрех аллипе чиксе куçне çăваççĕ. N. Тата эпĕ кунта картăчкă ӳкернĕччĕ те, чиксе çуресе варланса пĕтрĕ. || Вложить. N. Пиçмо янă чух пиçмо çине пĕр кăранташ чиксе яр. || Укунуть. Истор. Вилнĕ çынсенĕн чĕрисене кăларса илсе шыв çине чикнĕ. || Уткнуть. ФН. Пуçне (лицо) çытар çине чикрĕ (уткнул). )| Подоткнуть. Орау. Утиал хĕрне ман аялла чик-ха (подоткии под меня одеяло). || Изамб. Т. Ăна аялти (кто внизу) улăм чиксе парат. ТХКА З6. Çăмахне шăрпăкпа чике чике çирĕмĕр, питĕ тутлă пулчĕ. || Сплести пальцы. N. Аллисене пурнисене хире хирĕç чикнĕ те пырать. || Кодоть. N. Йĕплĕ хулă чикет. Шиповник колется. N. Ĕç хытă та, çавах та чикмест, теççĕ. Работа жестка, но все-таки не колется. Ск. и пред. чув. 112. Йĕп чиксе те куç курмасть. Хоть иголкой (глаз) выколи — ничего не видно. Ал. цв. 6. Унăн тавра куçран чиксен те нимĕн те курăнмасть. Тогаево. Çĕрле полсан шуйтан çурисем темиçен анчĕç, тет те, çак каскана Иван тесе атă пăрисемпе чикме пуçларĕç, тет, чиксен чиксен вара охса карĕç, тет. (Из сказки). Букв. 1908. Чĕрĕпĕн йĕпписем чикнĕ (кололи). Якейк. Çак аякра тем чике-чике каять (что-то колет). N. Пире пĕр эрне хушшинче каçантан икĕ рас чиксе эмел ячĕç. || Приколывать. Кан. Вилнĕ Уçтини кăкăрĕ çумне пулавккăпа икĕ паккет чиксе лартнă. || Зарезать. БАБ. Пĕрне пĕри çĕçĕпе чикес пек тăраççĕ. || Закопать. || Хоронить. Чăвашсем 30. Ун пеккисене чикекен вырăн урăх тĕле тунă. Шурăм-п. Пĕлтĕр унăн матки вилчĕ те, чирĕк картине чикрĕç. Чăв. й. пур. 26°. Якку каланă: кунта мана пĕтеретрем, чикетрем, тенĕ. || Наклонять, опускать (голову, глаза). А.-п. й. 61. Пуçне чикнĕ те, çакăнтах шăнса вилмелле пулать пуль ĕнтĕ, тесе шухăшласа ларнă. N. Пуçне чиксе ларакан пиçнĕ çырла мар-ши çав. ЧС. Пиччесем, инкесем аран пуçĕсене чиксе иртеççĕ. N. Хăлхана ман енелле чиксе, манăн юлашкинчен йăлăннине илтсем. N. Хăраса пĕр сăмах чĕнмесĕр пуçне çĕрелле чиксе тăнă. N. Çынтан ыйтсан, е вăл туса парсан (çырса парсан), вара санăн унта нумайччен чăтса пуçна чиксе пурăнас пулать. Ал. цв. 12. Хуçа пуçне çĕрелле лаш чикнĕ те, шухăшла пуçланă. Образцы 2. † Çук çын хĕрĕ тиейсе пуçра чиксе ан тăрăр. Калашн. 7. Тĕксĕм куçĕсене çĕре чикнĕ вăл. Опустил он в землю очи темные. || N. Анчах çав япаласем çинчен пурне те тĕрĕс, нимĕн хушмасăр, нимĕн чикмесĕр çырас пулать. || Приобретать, наживать. N. Манăн пурăнмалăх пур-ха, укçалла выляса чикрĕм. || Присваивать. Кан. Хăй копператтив пуçлăхĕ пулсан та, укçасем чиксе улталама пăрахмасть. || Повредить кому, поставив его в невыгодное положение. N. Вĕсем пирĕн çынсен айван ăсне-йăвашлăхне курса май килнĕ чух чикме те ӳркенмеççĕ. И Прогулять. N. Тумтирсене сутрăмăр ытлашкине, укçине майрасем патне чикрĕмĕр. || Взять во что. ЧС. Шывĕ çăвара чикме çук, тăварлă. || Девать, прятать, спрятать, упрятать. N. Ăçта чикрĕн эсĕ ăна? N. Чухăн çын хăвăртрах тупăк хуппине витет те, пăтапах çапса лартать, унтан масар çине йăтса кайса, çĕрех алтса чикет. Дик. леб 44. Вăл хăйĕн аллисене чĕрçитти айне чикнĕ. Руки свои Элиза спрятала под передник. N. Алă хуçăлсан алсашне чик, пуç çурăлсан çĕлĕкшне чик, теççĕ. Будет сломлена рука в варежку спрячь, будет раскроена голова в шапку спрячь. N. Унăн ниçта пуçне чикме те вырăн пулман. || Положить. А.-п. й. 76. Нушана пăлтăралла сĕтĕрсе тухрĕç те, пысăк арчана тĕркелесе чикрĕç, унтан пысăк çăрапа питĕрсе илчĕç. Вытащили нужду в севи, положили в сундук, закрыли и заперли. Ск. и пред. чув. 112. Хĕвне çăкăр чикрĕ те... || Удержать в памяти. КС. Ăша чик. || Вкладывать (в голову), принимать к сведению, постигать. N. Кил хуçийĕн халапне пуçа чиксех (очень внимательно) итлеççĕ.

чип-чипер

очень красивый, прекрасный, превосходный, самый красивый; очень красиво, замечательно. Альш. Унта вĕсем кĕпĕрленсе тăраççĕ вара, чип-чипер çын пулса, кам маттурне-еретсĕрне астуса. Собр. Йысни, йысни чип-чипер, анчах тути усăкрах. || Совершенно целый, невредимый. Толст. Çапах та вăл чип-чиперех ларса юлчĕ, тет (камыш). || Совершенно спокойно. Сред. Юм. Чип-чиперех лараттăм.

читĕн

неизв. сл. Чув. календ. Кунпала та ака-пуçин читĕнлĕхĕ çитмен. Аллă-утмăл çултан татах улăшăннă; çавăнпа хальхи ака-пуçĕсем ĕлĕкхи пек мар: вĕсем питĕ те читĕн, хаклă япаласем.

чун ил

замучить. Трхбл. Вĕсене чăвашла вĕрентсе чунĕсене илмелле (надо учить во всю). Васильев. Вĕсем пĕтĕм таврана саланса çынсене ыраттарса чон илсе порăна пуçланă.

чун-вар

сердце, душа, все сердце, вся душа. Янтик. Ан кай, тантăш, кил калаçар чунти-варти сăмаха. N. Аçуна чунăнтан-варăнтан хисепле. Янтик. Пирĕн ялти чăвашсем чунтан-вартан юрлани, халаплани. Дик. леб З6. Вĕсем сана чунтан-вартан юратнă тăванусем пăтне хăçан та пулсан илсе кайĕç-кайĕçех. Когда-нибудь вы отнесете меня к моим милым братьям. ГФФ. † Юлташ тени мĕн тени? Чонтан-вартан йоратни. Что такое трварищ? Это тот, кого любишь от всего сердца.

чуптар

заставить бегать, гнать (лошадь). Ск. и пред. чув. 113. Çĕр çĕмĕрсе чуптарать Кан. Татах çуран чуптарать пура хуçи патне. Орау. Салтаксене пĕр вырăнта чуптараççĕ (бегать на месте). N. Хам ачана чуптартăм. N. Унта пĕр-пĕр ачана чуптарас. || Кан. Пысăк тĕвĕллĕ тăлă чуптарса, çурăмсенчен ай ну ислететтĕмĕр. || Ездить рысью. Ск. и пред. чув. 114. Якур пичче çулпала пушкăрт лаши кӳлнĕ те, те çуркунне, те çулла, яртлаттарса чуптарнă. Калашн. 9. Паттăр утăм çине утланса ларса, Мускав шывĕ çине чуптарса кайсан... КВИ. Ав шăнкăрав янăрать, Силпиелле чуптарать. Образцы 48. † Атьăр уттарар и те чуптарар-и çулсем çинче шурă юр пур чухне. Сĕт-к. Авоç килет ман тантăш, квак лашине выллятса, хора çонине янтратса. Чоптарасси полас çок: хора çони çĕмĕрлтĕр, симĕс пĕкки хуçăлтăр. Ib. Унччен эпĕ лашапа чуптарса пăхманччĕ. Тет. Çавăнтан кайран эпĕ лашапа чуптарма вĕрентĕм. ЧС. Киле тавăрăннă чух Иван чуптара та пуçларĕ, эпĕ те унăн хыçĕнчен ерипен чуптара пуçларăм. Сред. Юм. Чуптарнă чуптарман, не то рысью, не то шагом. Юрк. Туран анса Сĕве кĕпер патне чуптарса çитрĕмĕр. Ib. Пичке çине улăхса ларса чуптаратăп, тет (хуралçи). Альш. Унталла чуптракансем (ездящих) сахал курăнать. || Отправляться (ехать, идти). Ашшĕ-амăшне. Хăвăртрах, Иван, лашăна кӳл те, чуптар вăрмана, вăрман хуралçи çуртне. ЧС. Эсĕ часрах тепĕр лашана кӳлсе киле чуптар та, аттесене кала, вĕсем мĕн те пулин тăвĕç, терĕ. СТИК. Ăçталла чуптарат-ши ĕнтĕ тата ку? Куда ты идешь? || Сред. Юм. Онпа сăмахланă чохне хăй маях чуптарас полать, хирĕçтерме йорамас. При разговоре с ним всегда приходится соглашаться, а не приходится возражать. || Случать (животных).

чуппа пар

поцелуй (в обращениях к детям). Альш. Мана чуппа пар-ха. Поцелуй меня. (Гов. детям). К.-Кушки. Чуппа пар. Дай поцеловать. (Гов. ребенку). Изамб. Т. Пĕчĕк ачасене: чуппа пар-ха, тесе калаççĕ те, вĕсем вара чуп тăваççĕ. Чуп тусан чуппине илтĕм, теççĕ.

чут

чуть, едва. В. Олг. Хопахра çынсам попляса лараччĕ: çа çыннăн хĕрĕ чут анчах вилес пек, теччĕ (при смерти). N. Чăн аслă янрал пит хăранă, чут аптраса кайман. Чăв. й. пур. 14°. Мана ĕнер кăлава нимĕнсĕрех хĕнесе чут вĕлеретчĕ, тенĕ. Ib. Ашшĕ чут вилмен. БАБ. Çапла çапа-çапа ăна чут вĕлермерĕ, тет. ЧП. Чут такăнса ӳкеттĕм. N. Вара чут анса каяттăмăрччĕ. Ивановка. Мана вĕсем чут анчах хуса çитетчĕç, эпĕ аран-аран киле тарма ĕлкĕртĕм. Ау 16. Эх анне! Мана çак çын чут кăна пăшалпа перетчĕ. Никит. Маччана чут та шаккамаççĕ.

чух

чох, пора, время. Конст. чăв. Вара эпĕ: ĕнтĕ кăнтăрла çитет пулĕ, мана ăсатăр, пăрахут çине çиткелесе лараччен чух пулĕ, терĕм. Курм. Атьăр киле, ачасам, киле кайма чох полнă, хĕрсем кĕтсе тăраççĕ полĕ. Б. Хирлепы. Атьăр киле, ачасем, киле кайма чух вăхăт. Бур. Ĕнтĕ ир те пулат, каç та пулат, пире киле кайма чух пулат. Сред. Юм. Сана кайма та чох çиç (пора идти). || ЧС. Ун пек чух нимĕн туни те малалла каймасть. Ib. Çилĕ тата çавнашкал чух таçтан тухат-и тен, улăмпа витнĕ çурт тăррисене çавăрать анчах. Б. Олг. Су пол-ха тепре кориччен. Ста тата тепĕр чох корăпăр çапла, корăпăр. || Впору, как раз. N. Ку пиншак мана чухах. Этот пиджак мне впору. N. Ку мана чу-хах. N. Чох ларать темпир (впору, плотно). Сĕт-к. Ку сăхман мана чохах йорать. Орау. Пăх-ха, ку сăхман мана чухахç? Яжутк. Сăхманне тăхăнса пăхрĕ тет те, чухах пулнă, тет. Регули 1919. Чохах полчĕ сана (чох сана), чох килчĕ. Тайба Т. Кăçал хĕрсем вак кăна, пире выляма чух кăна. ГФФ. † Чух сарлака чĕн пиççи çинçе пилке чох полчĕ. || Во время, как раз. Янтик. Ирхипе тухса кайрăмăр та, чох çитрĕмĕр (= вăхăтлă). || Как раз. КС. Эсĕ Ыраша нумай пулать терĕн, мĕн нумаййи, чух анчах (только хватило). || Точь-в-точь. Изамб. Т. Кĕнеке арчана чухах кĕрсе выртăрĕ. Регули 1314. Ман сăмахпа чох тунă. Ib. 1277. Чох шотлă çӳрерĕмĕр. || Едва, чуть-чуть, кое-как, с трудом. N. Чух йăтса килтĕм. С трудом притащил. N. Салтак хутаçне чух йăтса пĕр çын патне пырса, хăна килĕ ыйтрĕ, тет. Paas. Чух-чух çӳрет (едва). N. Япаласем, çĕклемеллисем питĕ нумай, чух çĕклесе пыратпăр. N. Чох сӳсмен çĕклекенни. N. Чух тарса хăтăлтăмăр. Чув. календ. 1911. Шкулта кĕнекесем сахал пулаççĕ, вăл кĕнекесем ачасене те чух çитеççĕ. || Полный. Çутт. 55. Кĕрет те, арăмпе пĕр карçын чух çăмарта йăтса тухать. || Так! N. Чух кирлĕ сана! Так тебе и надо! Ст. Чек. Ку япала сана чух (гов., напр., избитому). КС. Чухах-ха ăна! Так ему и надо! Орау. Чухах-ха ăна, тек куштанланса çуреччĕ-ха (придирался. Гов. после того, как побили кого-нибудь или что-нибудь потерпел озорник, заслуживший наказание). Ib. Паян Яшка Елекçине хĕненĕ, тит, пасарта.– Чух кирлĕ, çавна шыраса çӳренĕ вăл. Ст. Чек. Ку эсĕр хĕнени ăна чух-ха. Так его и надо. Ib. Сана ку чух-ха! Так тебе и надо. N. Тăшмана çак чух, терĕм. || Посредственный, посредственно. N. Сан ачасем епле вĕренеççĕ? — Чух мар-и. В. Олг. Пĕр чох касат (коса). N. Учĕсем чухрах, çулсем хура. ЧП. Арăм пулсан чух кирлĕ. || Средний, средне. Шибач. Тырă-полă чох полчĕ – ни осал мар, ни лайăх мар. N. Чох вăтам хресчен, средняк. Васильев. Чăххи кĕмĕл сăхсассăн, чăх тытса кĕрекен хôрĕн опăшки питĕ пуян полать, теç, тырă сăхсан — чôх пôрнакан полать, кăмрăк сăхсан – пит чохăн çын полать, теç. СПВВ. Ни ватă мар, ни яшă мар, чи чух! Юрк. Вĕсем пит лутрах та пулман, чух кăна çынсем пулнă. Пролей-Каша. Чух çын, человек умеренного, не очень высокого роста. N. Чух лайăххи тури урам, чăн лайăххи сăрт касси. || Умеренный, умеренно. ХЛБ. Ыраша-и, урпана-и чух акас тетĕн пулсассăн, пĕр ана çине вăрлăхĕ сакăр пăталкка анчах кирлĕ. N. Пирĕн тантăш пит чипер, пирĕн йысна чух чипер. || Количество, мера. N. Нумай чух, много раз. || Достаточно. Юрк. Пӳлĕмĕм икĕ çынна пурăнма пит те чух, пысăк. || Немного. Орау. Чух пирĕн ĕнерен çӳлĕрех те ĕни, çапах та хаклă ĕнтĕ, алă тенкĕ тăмасть. N. Чух çĕрпӳрен иртсессĕн, Йĕпреç вăрманĕ патне çитсессĕн, çамрăк шулĕк калать ваттине. N. Унтан анне мана япаласем парса, ачашласа чух чарчĕ. Имень-к. † Саттин саппан чух кĕске, чух кĕске те, вăхăтлă. || Плохой, плохо. Сĕт-к. Ĕлĕк Ваçок калатчĕ: сарă вăрăм хĕрсене сарай кашти твас, титчĕ; халĕ хуне чох килчĕ, сарай кашти тăвĕ-ши, ыталаса çӳрĕ-ши? N. Хирти акăш çуначĕ чăпар пулĕ пуласси; мана çырнă çын ачи чухрах пулĕ пуласси. Алик. Эй чух акисам, пирĕн куçран ма пăхас, çӳлте çăлтăр курман-и? Тораево. Ĕлĕк Иван калатчĕ: хура вăрăм хĕрсене хуран хăлăп тăвас тетчĕ, ех пулчи чух пулчи. || Смирно, кротко. Якейк. Ай кин Мари пор, чох çӳрени (вести себя как люди) килĕшет. || Когда, пока, раз. N. Эп сухал хырнă чох эсĕ вырт. Артюшк. Тупăннă чух илсе таврăнас, тет. Раз нашлась, так ее взять надо. Регули 121. Вăл килес чох эп килте çок полăп. Ib. 174. Эпĕр килнĕ чох çиçĕм çиçрĕ. Такмак 1. Çитмĕл çухрăм çеçен хир урлă килнĕ чух куртăмăр эпир çил çунатлă урхамах. N. Çĕрелле те çӳлелле куçĕ пăхать утнă чух. N. Урампала пынă чух çĕр чĕтренет лайăххăн. Образцы 19. † Вăрман витĕр тухнă чух çĕмĕрт çинче пирĕн куç, урам витĕр тухнă чух хĕрсем çинче пирĕн куç. Калашн. 8. Хĕпĕртеççĕ çăлтăрсем уйăх тухнă чух, çутăра выляма лайăх тесе. Когда всходит месяц – звезды радуются, что светлей им гулять по поднебесью. Ib. 6. Çил-тăвăл çук чух тинĕс лăпкă тăрать, унăн кĕленче пек кăкăрĕ хускалмасть те. Бес. чув. 7. Пушăрах чух, чĕри ыратнăрах чух вăл вĕрентекентен тата кайкаласа ыйтнă, вĕрентекен кала-кала панă. Янш.-Норв. Пирĕн килте тепри пур чух вăйçăран ирттерет. Регули 291. Ĕç çок чох чĕнмерĕ, ĕç пор чох халь чĕнет. Ib. 292. Эп килте çок чох никама та кӳртмĕç. || В то время, когда. Регули 60. Тумалла чох (чохне) нимĕскер те каламарĕ. Ib. 250. Эпĕр ĕçлемен чох, çын нумай килет. Ib. 61. Çав вăхăтран çӳремелле чох пилĕк хут кайрăм эп онта. Ib. 278. Эп сумар чох вăл коленех килетчĕ. Ib. 283. Эп сумар мар чох онта кайса. Ib. 252. Эп пурмисра мар чох порте ман пата килетчĕç. А.-п. й. 73. Çынсем ĕçнĕ чух пирĕн те ĕçес килет,– тет Ваçлей. Когда люди пьют, нам тоже не мешало бы попраздновать. || Вместо того, чтобы... Четырлы. Çапла ĕнтĕ патшалăха тырă хăйсем сутса пульсă твас чух патшалăхран хăйсем ытаççĕ. || Во время. N. Эх, аван-çке ача чух. Образцы 41. † Атте-анне чĕрки çинче кĕçĕн чух таптанă йĕрсем пур. Регули 1186. Çимĕк чох килĕр; монкон чох кайрĕ. Абаш. Алтаккин чох килсе карĕ (корнăччĕ, встретил, килнĕччĕ). Регули 882. Эп килтĕм çакна тунă чох. Ib. 176. Ĕçленĕ чох ку томтир лайăх. || Букв. 1886. Выльăхсене пăхнă чух пăхатпăр, пăхман чух ахалех çӳреççĕ. || Чураль-к. Пирĕн ял ачи мулатси, шыв тĕпĕнчен чух илет. || Наобум.

чухла

сделать так, чтобы было как раз. Ст. Чек. Чухласа яр (сыпь, напр., муку). || Определить. ТХКА 54. Утатпăр, шыратпăр, алра пуртăсем. Туратсем çăт-çат çапаççĕ. Ăçта çӳренине атте чухлайми пулчĕ. Ib. Кăнтăрла пулсан, аташас та çук эпĕ кунта. Халь çĕрле те, тĕттĕм те, чухламалла мар çав ăçталла каяссине. Шишкин. Ырăпала осала пĕре корса чохлатпăр. ЧП. Хушрĕç айвансене юрлама, ăслипеле ухмахне чухлама. Сред. Юм. Талăкра сирĕн валли мĕн чол çăкăр кирлине чохлаймастăп. Ib. Çак татăк мĕн чол тайнине чохлаймастăп. || Понимать, уразуметь, смекать, соображать, соразмерять. N. Ху чухласа ху пар. Хора-к. Чухлама пуç тăнĕ çук, утса тухма халăм çук. Н. Карм. Чухла = ăнла. Кан. Апла пулсан приккашчĕкĕпе те чухларах (обдуманно) калаçас пулать. Юрк. Ку кам çапнине чухласа илеймесĕр карташĕнче ют çынсем пур-тăр тесе хăраса, килти пӳртри çыннисене: арăм, Матрӳне, часрах тухăр халĕ! тесе питĕ хытă кăшкăрса ярат. Чув. календ. 1911. Кĕлти кучĕсем çапă çине пулмалла чухласа сарас пулать. N. Чухлакан çын чухлатах çав. Уж кто соображает, понимает, так понимает, || Оценивать. Юрк. † Манăн пуçăмра хура шаль тутăр, витсен витĕнĕ йывăç çулçине, çавăнтан пĕлĕр йывăç тăррине, çавăнтан чухлăр Алăм кĕрĕвĕре. || N. Атрисне çухатрăм, чухласа çырса яратăп. || Беречь. Чăв. й. пур. З2. Укçана та чухлама кирлĕ. || Догадываться. Регули 1073. Эп он попленинченех чохларăм. Ib. 54. Эп она вăл попленинчен (вăлсам поплени çинчен) чохларăм. Альш. Кам илтес тиекен вула-вула ку енчине мĕн çырнипе (с тем, что написано об этой стороне) хăй енче мĕн пулнине чухлатăр. || Знать. НР. † Кам осалне, кам чиперне пĕрре корсах чохлатпăр. || Подмечать, наблюдать ГТТ. || Замечать. Альш. Пуçран кăна аран чухлатăн вĕрениччен. || Иметь опыт; испытать. РЖС 2. Вĕсем епле хуйхăрнине хăй ача-пăча ӳстерсе чухланă çын анчах ăнлать. N. Хытă чĕреллĕ çын темĕн курса чухласан та тӳрленмест. || Уметь. N. Унтан ялта пĕр каскалама чухлакан Илье ятлă çын каларĕ... || Наказать.

чӳк

чӧк, жертва, жертвоприношение у язычников чуваш. Хорачка. Чӧк, жертва. Хурамал. Эпĕ малтан çав тĕрлĕ асапланнă чух, мĕн тĕрлĕ чук тутармарăм пулĕ, манран ялти чӳк мар, хамăр Белебей уесĕнчи пур чӳк те, вăрманти пĕр тунката тĕпĕ те юлмарĕ пулĕ. Эпĕ така пусса, хур пусса мар, кăрккапа, куянпа таранччен чӳк тутартăм, мана вĕсем пĕри те усă кӳмерĕç. N. Вăл ват юман тăррисенчен пĕтĕмпех ĕлĕк чӳк тунă чухнехи шăмăсене çакса тултарнă. Менча Ч. Тата чӳк тунă кун пĕр-пĕр çын япала илме пырсассăн, вăл япала илсе каят пулсассăн, унтан хăйĕнчен те пĕр-пĕр япалине: алсине, е пиçиххине, е тутрине, е чĕр çиттине, е саррине илсе юлатчĕç. Япала илсе каймасассăн, хăйĕнчен те илсе юлмасчĕç. Вĕсем япалапа пĕрле ăрăскал тивлет каят, тетчĕç. Ib. Чăвашсем çу каçиччен темиçе тĕслĕ чӳк тунă. Тырă-пулăпа, хур-кăвакалпа, пăт-юсманпа, выльăх-чĕрлĕхпе, лашапа, ĕнепе, вăкăрпа, такапа чӳк тунă. ДФФ. Чӳк. В нашем семействе обязанности жреца исполнял отец, а в отсутствие его отправляла эту обязанность мать, впрочем, в том лишь случае, когда совершалось моление бескровное, т. е. моление кашей, лепешкой, юсманом и т. под.; при этом она надевала на голову мужскую шапку. Моление происходило всегда в избе. N. Тата çав ирхинех чӳк ĕречĕпех вăкăр пусатчĕç. N. Чӳке çарамас чӳклеме юрамасть, тетчĕç. Ск. и пред. чув. З8. Чӳк чуклени те сиртен пытанман. Чăвашсем 13. Çырлах, тунă чӳкĕм-кĕллĕм вырăнлă пултăр. КАЯ. Хăшĕ-хăшĕ чӳк хыççăн (после моленья) киле кайма лайăх мар тесе, киреметсене кайса укçа пăрахса кĕлтусан тин тавăрнатчĕç. || Назв. духа. М. Сунчел. Вăкăр çине пусас уммĕн кăна чӳк илет-и, тесе шыв яратчĕç, шыв ярсан вăкăр чĕтресен, ăна учук илет теççĕ, ăна пусатчĕç вара. Т. VI. Пилĕк юсман ывăл-хĕр чукĕ. Азбаба. Айван кĕлĕме, чук, хапăл ил, усал-тĕселтен эсĕ сыхласа эсĕ сир, чӳк, çырлах. (Из моленья). N. Чӳке асăннă япала. С. Тим. Чӳк, çырлах, хăвăн ырă кĕллĕне хăвах хапăл ил. (Из моленья). Сиктер. Выльăхăм-чĕрлĕхĕмпе шыв амăшĕ чӳк çырлах. N. Чӳк, çырлах, килĕшпе, ачам-пăчампа, выльăхăм-чĕрлĕхĕмпе асăнатăп, витĕнетĕп, чӳк, çырлах. (Из моленья). || Жертвенные яства у язычников чуваш. Янш.-Норв. Чук (жертвенные животные) пиçсе аначчен, ялти çынсем уй чӳкне кайма, кашни килте пашалусем пĕçернĕ. N. Хĕрт-сурт пăттине чӳк илсе килмен çынна çиме юраман. Н. Шинкус. Унтан вара ялтан пĕр-пĕр ватăрах старике чукне пĕçермешкĕн чĕнсе анатчĕç. Юрк. Йинке, хĕрне эсĕ памарăн, юрайĕ-ха хĕрĕ чӳк тума. Собр. Чӳкĕçемĕн тĕсĕ, теççĕ. (Послов.). В зависимости от жертвоприношения (закалывалась) та или иная порода животных. N. Çав мăн чӳк тенине тăхăр çул хушшинче тăватчĕç. Вăл мăн чук тенине тырă-пулă акса тăнăшăн тав туса, парне кӳретпĕр тетчĕç.

чӳкле

совершать чӳк, приносить в жертву. Т. VI. 31. Тата икĕ хăпартува турă амăшне чӳклерĕç. Изванк. Унтан вара юсмансене чӳклеме тытăнчĕç. N. Чи ырă, чи хаклă тирсене юмăçсем халăха кĕлеткесене чӳклеме хушнă. С. Тим. Пурне те хатĕрлесе çитерсен чӳклеме тытăнатчĕç. Чи малтан сăрине чӳклетчĕç, унтан пăттине. НТЧ. Вĕсем çĕнĕ тырра-пулла чӳклемесессĕн перекечĕ çук, тетчĕç. Собр. Юмăç пăхтарса килсессĕн, киремете пăтăпа, юсманма чӳклетчĕç. Ib. Часавай патне çитсе, кулач илсе чӳклесен, пĕр татăк киремете çитĕр тесе пăрахатчĕç.

чӳк пар

принести жертву (обряд). КАЯ. Кӳлле чӳк пани. Чӳк парса тавăрнсан, вĕсем пурте ĕçме пуçланă.

-чĕ

ччĕ, недостаточный глагол, представляющий собою остаток от формы прошедшего времени тюркского глагола i-meq (быть) — idi (он был) и присоединяющийся к глаголам для образования форм преднастоящего и предпрошедшего времен и сослагательного наклонения, а также к другим частям речи для выражения прошедшего состояния: килетчĕ, килнĕччĕ, килсеччĕ, килсеттĕмччĕ, килĕччĕ; килесшĕнччĕ, килекенччĕ, килмеллеччĕ, ачаччĕ, лайăхчĕ, вуннăнччĕ, эпĕччĕ, çукчĕ, марччĕ. Оп. ис. ч. II. Вĕсем пĕр-кун пит вăрçăлă пурăнатчĕç. Намедни они были в большой ссоре. Ib. Эпĕ атте-аннене систерес мар тесе, куçа хупсаттăмччĕ; куçа хупнине анне курчĕ те, атте енне пăхрĕ. Когда я мигнул, давая эй понять, что не надо сообщать родителям о происшедшем, мать заметила, что я мигаю, и посмотрела на отца. Ib. Сана епле çамрăк çын та качча илнĕ пулĕччĕ. Тебя любой молодец взял бы замуж. Ib. Кăшт çумăр çăвин, лайăх пулччĕ! Хорошо, кабы выпал небольшой дождь! Ib. Ятламасăр юрĕччĕ! Хорошо, кабы вы (нас) не осудили! Ib. Вăл килин, пĕтерĕччĕ вара! Если бы он пришел – тогда беда! („он уничтожил бы“). Ib. Акап пичче арăмĕ пĕлекенччĕ. N. Ун чухнех пăрахса каймаллаччĕ. Оп. ис. ч. II. † Шăтăк-шăтăк шăналăк, шăна кĕмин лайăхчĕ! Дырявый, дырявый полог, хорошо, кабы в него не забрались мухи! Ib. † Ати-апи – чей хорань, ачи-пăчи – чей стаккань: ӳксе çĕмĕрлмĕçин лайăхчĕ Тятя с мамой — самовар, а их детки — чайные стаканы: хорошо, если они не упадут и не разобьются! N. Ӳлĕмрен ун патне япалашăн пырса кĕме çукчĕ вара. N. Унтан пуçне ĕçмелле марччĕ вара. Нельзя было пировать, не пригласив его на пир.

чĕл

чĕлĕ, ломоть, отрезок. N. Чĕллĕн-чĕллĕн, ломтями. У. Я. Вĕсем, мăян çисе пурăннăскерсем, çăкăр чĕлли шыранă. Букв. 1900. Пĕр каснă чĕлле çыпăçтармалла мар вара.

хĕвел

солнце. солнышко. Ск. и пред. чув. 88. Вут пек хĕвел выляса çул тӳпене хăпарать. Пазух. 92. Хĕвел хĕрлĕ хĕрĕсем, Турай хĕрсем тиейсе, суйламасăр илес мар. Дик. леб 43. Хĕвел анса çитеспе Елисан пиччĕшĕсем вĕçсе таврăннă. Когда зашло солнце, в пещеру прилетели братья. Ib. 36. Хĕвел анса килет. Солнце близилось к закату. Ib. 41. Хĕвел чылай çӳле кайсан... Когда солнце поднялось выше... КВИ. Çутă юхăм унăн айĕнче, çӳлтен ылттăн хĕвел çутатать. Под ним струя светлей лазури, над ним луч солнца золотой. N. Хĕвел анчĕ ту айне. N. Хĕвел кулать сайрарах, шăрши пĕтнĕ чечексен. N. Пĕр пĕлĕт çук, хĕвел çунать. А.-п. й. 42. Хĕвел анса ларчĕ. Тимухха лашине шăварма тухса кайрĕ. НР. Чупрăм-тухрăм ту çине хĕвелпе пиçнĕ çырлашăн. Взбежала я на горку за созревшей на солнце ягодой. ГФФ. Ашшăн-ăшшăн хĕвел пăхсан... Если солнце будет припекать. Ib. Ушшăн-ушшăн хĕвел пăхсан та, хорĕн те тăрăх сохăр йохать. Когда солнце сильно припекает, по дереву (березе) течет смола. Абыз. Çĕр çăввинче çĕр-çырли, çĕр-çырли, çĕр çăввине хĕвел пăхсан, тата пиçес кăмăл пур. Оп. ис. ч. II. Сывлăх пулсан таврăнăпăр, хĕвел пекех çаврăнса. Если будем живы, то вернемся подобно тому, как обращается солнце. N. Хĕрлĕ хĕвел сан умăнта йăлтăртатса тăрать, аялта тен çак пĕлĕтрен витрелетсе çумăр çăвать. Перед тобою блещет красное солнышко, а внизу из этого облака, может быть, льет проливной дождь. Баран. 28. Шĕшкĕ юмана хупласа хĕвел ямасăр тăнă. Орешник глушил его и не пропускал солнечных лучей. ТХКА. 108. Хĕвел тухас пек, çанталăк çуталать. Ib. Хĕвел чылай çӳле улахрĕ, хĕртсе пăхать. Шурăм-п. № 19. Хĕвел анса ларчĕ. Халĕ апат çиет пулĕ, ăна амăшĕ пăтă пĕçерсе çитерет, тет. N. Сивĕ кун виçĕ хĕвел пулать. N. Вĕсен пичĕсем хĕвелре çунса кайнă. N. Хĕвелпе тăрса, мĕн хĕвел аничченех кĕтӳре çӳрет. Чув. пр. о пог. 51. Виçĕ хĕвел курăнсан, сивĕ пулать. Если появятся три солнца, будет холодио. Ib. 42. Хĕвел хĕртсе пăхсан... Если солнце печет... N. Хĕвел витĕр (пăхвă чухне) çăмăр çусан, тата тепĕр çăмăр пулать. Если сквозь солнце (когда оно светит) идет дождь, еще дождь будет. Вопр-Смоленск. Хĕвел тухсанах пĕлĕт айне кĕрсен, çамăр пулать. Панклеи. Хĕвел те пĕлĕт айнех полчĕ (зашло за облако). С. Алг. Кирек ăçта кайсан та пĕр хĕвел, çуратнă çĕр-шывсем шел юлать. N. Хĕвел каялла кайса пăхсан, çăмăр пулать, теççĕ. Якейк. Эс çанашкал покан тусан, хĕвел тепĕр çĕртен тохĕ. Ib. Эс çав окçая парсан хĕвел тепĕр енчен тохĕ. Ib. Ĕнер конăпех хĕвел пăхрĕ. N. Ма мана хĕвеле кăтартмастăн? Почему ты мне не даешь смотреть на солнце? N. Пӳртре хĕвел çутипе çап-çута. В комнате светло от солнца. N. Хĕвел пĕлĕт айĕнчен тохрĕ; хĕвел пĕлĕт айне кĕрсе карĕ. Пĕлĕтсем хĕвел тĕлĕнчен сирĕлсе карĕç. N. Эпĕр хĕвелте ларатпăр. N. Мана хĕвеле тохма йорамасть. N. Хĕвелте çӳреççĕ. N. Старик хĕвеле ларчĕ. N. Ача макăрнă чохне ăна чарас тесе: хĕвел пăхать, ай, хĕвел пăхать, тесе калаççĕ, ача вара чăнахах макăрма прахать те, колма тапратать. Вăт хĕвел пăхса ячĕ, тесе каран колаççĕ. N. Пирĕн ăрам хĕвеле хирĕç пăхса ларать. N. Сар хĕвелте (в солнечные дни) çырла часах пиçет. N. Олăх толли сар хĕвел, кайăк вĕçни корăнать. N. Эпĕр паян кĕлтесене хĕвеле сартăмăр (на солнышко). N. Тĕкĕрпе хĕвеле ак вылят (не пускай зайчиков). N. Эпĕ пулсассăн, çакă уя пĕтĕмпе хĕвел аксан тапратса хĕвел тохаччен сухине туса, тыррине акса çитĕнтерсе, вырса, авăн çапса, тыррине йăлтах ампарсене тултарса хурап, тесе калать тийĕр, тенĕ, тет. N. Хĕвеле пăх та уйăха пăх, хĕвел çути сап-сарă, уйăх çути çап-çутă. Мусирма. Хĕрлĕ-хĕрлĕ, теççĕ ăна, хĕвел çинче ӳснĕ вăл. N. Пĕлĕт çинче илемлĕ хĕр çӳрет. (Хĕвел). N. Пăх-пăх, хĕвел, пăх, хĕвел, çу чашкипе çу парам, пыл чашкипе пыл парам, ачу шыва кайсассăн, кĕвенте пуçĕпе туртса илĕп, сана хĕрли, мана шурри. (Сăвă). Н. Карм. Сирĕн пĕвĕр çинçе, сăнăр хитре, питĕр çинче хĕвел çутти пур. Ст. Чек. Хĕвел хĕлле çулахинчен аялта тăрат. Тюрл. Хĕвел аякка сулăнсан... Когда прошел полдень... Хурамал. Хĕвел аннă чух хулăм пĕлĕт тĕлне ансан, йĕпе пулать, теççĕ. N. Эсĕ апла тусассăн, хĕвел кай енчен тухĕ. ЧП. Пулă çакрăм хĕвел. Изамб. Т. Хĕвел йывăç пĕввине яхăн çĕкленчĕ. N. Хĕвел йăлт (кăшт — если дольше) пăхрĕ те пĕлĕт айне кĕрсе кайрĕ. Солнце проглянуло и опять скрылось. N. Хĕвел яраймăн ху тĕлне (невозможного не сделаешь). Унта аннӳ хĕвел пăхса çӳренĕ (об этом заботилась я). Юрк. Хĕвел ануçăм çанталăк пит хĕрелет. N. Хĕвел майĕ (майнелле) çаврăнса-çаврăнса, каллех пӳрте йăтса кĕрет. N. Хĕвел тĕтреленсен, уяр пулать, теççĕ. N. Хĕвел кутăн, каялла пăхсан çумăр пулать, теççĕ. N. Хĕвел юпа пек тухсан, çумăр пулать. N. Пирĕн тĕлтен Хĕвел анчĕ пулас (наше счастье закатилось). N. Тăвану килнине курсассăн, хĕвел пулса чупса тух. N. Кирек çта кайсан та пĕр хĕвел. N. Вара отсан-отсан хĕвел анса карĕ. Н. Лебеж. Тăвайкки тăрăх хĕвел ӳкет, пиçмен çырласене пĕçерет. N. Чӳречесĕр çӳртра пĕчĕк шăтăкран хĕвел кĕрсен... N. Хĕвел инçе карĕ. N. Курнитсара çыру çырнă чух, хĕвел ӳкрĕ пит çине. Кан. 1929, 178. Шăршлă, нӳрлĕ, хĕвел кĕмен пӳрт. N. Хĕвел виттĕр пăхни. N. Хĕвел тохсан тин... Микушк. Ирхине Хĕвел ӳкет пичĕ çине (на лицо его падает). Торп-к. Карăнтăк виттĕр ылтăм туя кĕрĕ. (Хĕвел). N. Вăл хапха çил хĕвелне шалтăртатать, хĕрӳ хĕвелпе ялтăртать. N. Хĕвел (-е, -ĕн) анма вăхăт ĕнтĕ. N. Çĕн çул кунĕ ырă хĕрлĕ хĕвел пулчĕ. N. Хĕвел ăшă пăхать. N. Хĕвел анарахпа пурте киле таврăнаççĕ (с поля). ГТТ. Мана пĕлĕт çаврака хуран тĕпĕ евĕрлĕ, хĕвелĕ лапка туйăннă. N. Çак кунсенче хĕвел пулмарĕ. Хĕвел ларнă вăхăтра анчах çитрĕмĕр. N. Йĕрекен ачана култарас тесе: „Хĕвел пăхать“, теççĕ. N. Пăхман хĕвеле ирĕксĕр пăхтараймăн (ӳпкелекен çинчен калаççĕ). Никит. Хĕвелпе юр кайсассăн, тулăпа урпа пулать, тенĕ ĕлĕк. N. Эсĕ хĕвел анса лариччен çит (или: килсе ĕлкĕр, или: килме тăрăш). Ты приходи до захода солнца. Сред. Юм. Пăх пăх, хĕвел, ачу шыва кайрĕ вит, квенте пуçĕпе туртса илтĕм, ачуна хĕрлĕ çăмарта парăп, хуна шурă çăмарта парăп. (Поют дети, когда солнце скрывается за облаками). N. Эп сана çавăншăн олталап полсан, ман çине хĕвел ан пăхтăр (пусть помру). N. Хĕвеле май çаврăн. Иди по солнцу с востока на запад. N. Хĕвеле хирĕç, против солнца, с запада на восток. N. Онăн куç пит начарланнă, хĕвел курмас вит олă. N. Хĕвел куçа çиет. Солнце глаза ест. N. Хĕвеле питĕн пӳрт çутă полать. Изба, обращенная к югу, бывает светла. N. Хĕвеле тӳртĕн пӳрт тĕттĕм полать. Изба, обращенная на север, бывает темна. N. Хĕвелпе пĕрле тохса кайрăм. Выехал при восходе солнца. N. Хĕвелпе пĕрле киле кĕтĕм. Приехал при заходе солнца. N. Эс те çавна тусан, хĕвел те тепĕр енчен тохĕ. (Говорят, когда уверены, что он не может этого сделать). N. Хĕвел анса лара пырать. Хĕвел анса пырать. Первое показывает, что до заката близко, а второе дольше, чем первое. N. Хĕвел кăнтăрлаччин вăкăрпа чупать, тет, кăнтăрла иртсен, карсакпа чупать, тет. N. Хăш чухне хĕвел çӳл енчен карталанса тата тепĕр хĕвел пулать. Вăл хĕвел тавраллах çавăрăнать пулсан, „хĕвел карталаннă“ теççĕ. N. Хĕвел каçалана сулăнсан, çĕрте йăвăç мĕлкисем вăрăмлана пуçларĕç (от деревьев протянулись длинные тени). N. Хĕвел ансан пуçласа тепре хĕвел аничченех. N. Хĕвел тухсан пуçласа тепĕр хĕвел тухичченех. N. Хĕвел хĕртнĕ — солнце палило. N. Хĕвеле хирĕç пăркăç пĕренене ман ним кăмăл туртмасть ăна, ан тив юлтăр вăл, тен маччаран çӳлелле хурăпăр, халь маччаналла пураса çитиччен пĕрене çитет-ха. N. Ытти пĕчĕккĕн курăнакан çăлтăрсем, хĕвелтен шутласан пирĕн çĕртен темиçе мĕлюн хут та ытла аякра тăраççĕ, çавăнпа вĕсем хĕвелрен пĕчĕккĕ пек куранаççĕ. СТИК. Хĕвел çинче типĕтнĕ (о копченном на солнце). Ib. Хĕвел тӳпере чух, в полдень. Ib. Паçăр çăмăр çурĕ, халĕ хĕвел пăхат ĕнтĕ епле (говорят о маленьких, если они только что поплакали и смеются). N. Пĕчĕк ачасем хĕвел пĕлĕт айне кĕрсе сулхăнлатсан ак çапла калаççĕ: „Хĕвел! Ача кĕпи шыва карĕ, туртмаллипе туртса ил“. N. Хĕвел апатчен вăкăр çинче пырать, тет; апатран варалаша çинче, кантăрларан вара — кайăк çинче. N. Хĕвел кунран-кун иртерех тухса пырать (ир тухнăçеммĕн ир тухса пырать, кая юлнăçеммĕн кая юлса анса пырать). Янтик. Эп вăхата хĕвеле пăхса пĕлеп. N. Хĕвел хĕлле çӳле каймас. Изамб. Т. Пăхăр-ха, ачасем, епле хĕвел выляса тухать. N. Пăртак кăна хĕвел хĕрри курăна пуçларĕ (утром). N. Хĕвел йывăç пӳ (пĕвĕ) хăпарнă çĕре эпир киле çитрĕмĕр. N. Хĕвел анас патне çитнĕ, тет. Артюшк. Ачамсене пĕр пичĕ хĕвел, тепĕр пичĕ уйăх тавăттăм. Собр. Виçĕ хĕвел тухсан, уйăхĕпех йĕпе пулать, теççĕ. Н. Карм. Хĕрлĕ хĕр пĕлĕт тăрăх çӳрет. (Хĕвел). N. Ача, ку çумăр хĕвелĕ пулĕ, ытла пит хĕртет. ЧП. Хĕвел пăхрĕ — типĕтрĕ. N. Виç хĕвелпе кайман шурă юрсем. N. Кирек ăçта кайсан та пĕр хĕвел N. Вăл вăхăтра хĕвел выляса тухрĕ вăрман çинчен пĕлĕт çине, кун та хитреленсе карĕ. Лобашк. Вăрман урлă сар каччă курăнĕ. (Хĕвел). N. Чипер хĕр пысăк уйпа çӳрет. (Хĕвел). Синьял. Хĕвел витĕ, çу витмĕ. (Кантак). Сятра. Вутсăрах çунать, çунатсарах вĕçет, урасăрах чупать. (Хĕвел). Альш. Çула хăшĕ-хăшĕ куç ыратнипе хĕвел çине тухаймасăр лараççĕ. N. Хĕвел анса пырать (скоро закатится). N. Хĕвел карталаннă (круг вокруг солнца к непогоде). N. Хĕвел тухса сарăлнă (совсем уже взошло). N. Хĕвел кулать, хĕртсе хĕвел пăхать. N. Пăх, хĕвел, пăх, хĕвел, этемсене савăнтар. N. Хĕвел шăвать. Кив-Ял. Хĕвел тухать хĕрелсе çут тĕнчене çутатса. (Вăй юрри). Нюш-к. Иртсе пыракан çын пичĕ çине тĕкĕрпе хĕвел çуттине ӳкерес. N. Хĕвел кашни кун ир тухнăçемĕн ир тухать (ир анса ларнăçемĕн ир анса ларать). Курм. Вăрмана çитсен, хĕвел анса та ларчĕ. Аттик. Хĕвел кашни кун пĕçернĕçем пĕçерет. N. Хĕвел ир хĕрелсе тухсан йĕпе пулать (вăл кун çăмăр е юр çăвать), теççĕ. КС. Ура питне хĕвел çапрĕ (насквозь, сильно прожгло). Трхбл. Хĕвел пирĕн йĕтем пысăккăш, тетчĕç ваттисем. N. Хĕвел пит хĕртет. N. Хĕвел тухнă çĕрелле çитрĕмĕр (ко времени восхода солнца). N. Паян эп тăрсассанах хĕвел тухрĕ. Красн. Горка. Хĕвел питĕ хытă пахать. Сĕт-к. Хĕвелин пăхасси номаях мар та-ха; час кĕлет айне хопланмалла. || Назв. божества. Магн. М. 63, 64. Хĕвел ашшĕ, амăшĕ, хăлхи, çоначĕ, ори. || Клятва. Ст. Чек. Хĕвел, илмен эп ăна. Сред. Юм. Хĕвел пôр! (Тôпа туни). Орау. Мĕн эсĕ çын çинчен çука калаçса çӳрен: эпир хĕрсемпе ун-кун, апла та капла çӳренĕ, тесе калаçса çӳрен? — Çук, Якку. Ак, хĕвел, калаçман. Ăна сăмах вĕçертнине (что болтают зря) ху та пĕлен-çке.

хĕл

зима. N. Хĕл, хĕлле. Орау. Пĕр вăтăр улт çул хушшинче хĕл кун пек час ларман. N. Кăçал хĕл ир ларчĕ. N. Хĕл иртрĕ (также: çитрĕ). N. Хĕл нумай юлмаст (осталось немного до весны). N. Хĕл ларчĕ. Установилась зима. N. Кăçалхи (или: ку) хĕл — хĕл пек те мар. N. Хĕл килет (или: пулать) пуль! Видно, хочет быть зима. N. Хĕлӳ анчах ларать халь, эс çулахине шухăшлатăн! Еще только зима наступает, а ты уже думаешь о лете (о летнем). А.-п. й. 65. Çук, апла юрамасть, пĕчĕк кайăка усрава илнĕ йăвăçсен çулçисене пĕрне те ан тивнĕ пултăр, вĕсем хĕлĕпех симĕс тăччăр, тенĕ. ГФФ. Хомăш котне пăр шăнсан, хĕл полнине тин пĕлчĕç. Только тогда узнали, что наступила зима, когда обледенели комли камышей. Рак. Хĕл уйăхĕ улт уйăх, çу уйăхĕ çич уйăх. В. С. Разум. КЧП. Хĕле хирĕç, к зиме. Изамб. Т. Халĕ хĕле хирĕç. N. Хĕл ларас уммĕн, перед наступлением зимы. N. Хĕлччен инçе-ха. Туперккульос 36. Çывăрасса та хĕл хушшинчех чӳречесене уçса ярса çывăрма пултарать. Кан. 1927, № 212. Хуртсем хĕле аван каçсан, вăсене çуркунне пăхма аван. Баран. 161. Çула пит шăрăх пулать, хĕл сивĕ килет. Е. Орлова. Хĕл айне полаттăр. Вас застанет зима. N. Кăçал хĕл час ларĕ. N. Хĕл хырăмĕ аслă, теççĕ. (Послов). N. Хĕл хырăмĕ пысăк, теççĕ. Регули 1205. Ку хĕл иртнĕ çĕрте çĕр сом илтĕм. Ib. 392. Хĕл полĕ (или: полать) ĕнтĕ. N. Хĕле кĕриччен (до зимы) эсĕ килме тăрăш. Т. VI. Эпĕ хĕле кĕриччен качча каймалла (должна выйти замуж). Унтан хĕлĕ пулчĕ, тет те, хĕрĕ те качча каяймарĕ, тет, карчăкĕ те вилеймерĕ, тет. Изамб. Т. Çапла вĕсем ĕçлесе хĕле кĕрсе каяççĕ. Ала 96. Пурăнсассăн-пурансассăн, çакă мĕскĕнсем тата хĕле кĕрсе кайнă. N. Хĕле кĕретпĕр, начинается зима. Орау. Хĕле кĕни нумай пулмасть халь. Зима наступила недавно. N. Хĕле кĕрет, наступает зима. N. Хĕле кĕретпĕр ĕнтĕ. Истор. Киле каяс тесен, хĕле кĕтĕмĕр; капла пĕр усăсăрах киле кайсан, пире никам та ырă сăмах калас çук, хамăртанах кулĕç. Изамб. Т. Халĕ хĕле хирĕç (к зиме). N. Ул хĕлте те атă ĕçлесе нумай укçа тупрĕ. N. Унтан хĕл иртрĕ, çуркунне çитрĕ. КС. Выçлăх чухне çур хĕлтен çуркуннене çитичченех йăтса тăратса пурантăмăр (больных животных, которые ве могли сами подниматься). Ст. Шаймурз. Петрав иртсен тăри юрласан, хĕл час ларать, тет. Кан. Çак савăта иртнĕ хĕлте юсама тытăнчĕç. Якейк. Хĕле хирĕç чӳречесене питĕртĕмĕр. N. Хĕл пĕтеспе (или: иртеспе) карĕ. Уехал в конце зимы. СТИК. Хĕл лараспа (к зиме) çанталăк пит сивĕтсе çитет. Сред. Юм. Нӳхрепе пăр хĕрсан, хĕлтен хĕле çитечченех пырать. N. Арман пĕвинчи пулла хĕл пĕтерет. || В переносном смысле. N. Нихăçан та çынна сăмахпа кӳрентермест, йытă çурине те хĕл кăтартмасть.

хĕлĕ-çăвĕ

и зиму и лето. К.-Кушки. Вĕсем хĕлĕ-çăвĕ ĕçлеççĕ. Они работают и зиму и лето. (В др. гов.: хĕлĕн-çăвĕн ĕçлеççĕ). Юрк. Çавна кура вĕсем хĕлĕ-çăвĕ пĕртте сĕтрен-çуран татăлса пурăнмаççĕ.

хĕл каçар

продержать (прокормить) в течение зимы, заставить прозимовать. Кан. Хĕл каçарма миçе пуç выльăх хăвармаллине шутласа хумалла. Четырлы. Выçлăх çулта выльăха-чĕрлĕхе çурт çине витнĕ улăмсене çитерсе выçă-тутăлă усраса хĕл каçартăмăр. N. Выльăхсене (или: выльăх-чĕрлĕхе) епле хĕл каçарас кăçал? Апат сахал. Çутт. Мулкачăсем кăшласран улăмпа чĕркесе çыхса хĕл каçараттăм. Изамб. Т. Вĕсем улăмпа та хĕл каçараççĕ.

хĕл-хута

в течение всей зимы. N. Сухине хĕл-хута ампар айĕнче çӳлĕ çĕрте ларнă çĕртен антарса. Сред. Юм. Çак ачасемпе туйлашса хĕл-хута пĕр çич-сакăр хôтăртан ытла арлаймарăм вит. ТХКА 67. Катки-каткипе хăяр, купăста панулми хĕл-хута çимелĕх тăварланă вĕсем.

хĕлле

зима, зимнее время; зимой. N. Хĕлле = хĕл. Кан. Хурт-хăмăршăн чи йăвăр вăхăт вăл — хĕлле. N. Хĕллене кĕриччеи пур хваттер те хатĕр пулать. Орау. Ун чухне хĕллеччĕ (была зима), çанталăк пит сивĕччĕ. N. Кунта çанталăк питĕ ăшă, хĕлле пулман-халĕ. Çутт. 53. Хĕлле пуларахпа аш, чăх-чĕп, тир килет. Баран. 118. Вĕсен çулçи хĕллене пĕтĕмпе тăканса пĕтет. Якейк. Халь хĕлле пек пĕре те туйăнмасть. N. Вăрман çук çĕрте хĕлле пулин пур юр та çырмасене кайса тулать. N. Пилĕк теçеттине çарантан пухнă утă хĕллене çитмерĕ. N. Чӳклемене тĕрлĕ вăхăтра тăваç. Хăшĕ хĕлле тăваç, хăшĕ çăварнира туса иртереç. N. Тата хĕллен те, çулан та хăйсенĕн арасна тĕсли пит нумай. У зимы и лета много разнообразаого (различного, разницы). ХЛБ. Тирĕслĕке хĕллесĕр турттарма юрамасть пулсассăн (хуларан), ăна турттар та ана çине лавĕ-лавĕпе, вун утăмран-и, вуникĕ утăмран-и, тăк. Юрк. Хĕллешĕн (на зиму) хатĕрлесе хучĕç. Кан. 1929, 184. Такам тунă çав хĕллене, тесе вăрçаççĕ вара пирĕн пек тумтирсĕр чухăнсем. Ib. 1929, 175. Тивĕшри 8 çул вĕренмелли шкулта иртнĕ хĕллеренпе турăсăрсен ячейкки ĕçлет. N. Хĕллепе çула. N. Тырă вырма тухрĕç, хĕлле те пулчĕ. Изамб. Т. Хĕлле хăшĕ вăрмана каяççĕ, хăшĕ çăпата туса тутарсене сутаççĕ. Юрк. Хĕлле çӳрекен çул юртан çӳлĕ пулсан, тырă пулать. Н. Тим. Хĕлле сивĕ пулсан, çăвла ăшă пулат. N. Хĕлле тота, çула вуçă. (Аркăпли). Зап. ВНО. Хĕлле мăнтăрланать, çула начарланать. (Арпа лаççи). Янтик. Хĕлле — çулла, çулла — хĕлле. (Нӳхреп). А.-п. й. 65. Вĕсем çавăнпа кутаранчченех хĕлле те, çулла та, ĕмĕр-ĕмĕрех симĕс юлнă, тет. Оп. ис. и. II. Йытă çулла калать, тет: ай, хĕлле пăртан пӳрт туса хăварас-мĕн! — тесе калать, тет; хĕлле калать, тет: ма шăмăран çулла пӳрт туса хăвармарăм! — тесе ӳкĕнет, тет. Собака раскаивается летом, что не построила зимою дома изо льда, а зимою - что не выстроила летом дома из костей.

хĕматлăх

то же, что хăйматлăх. Собр. Вĕсем çапла виçĕ хутчен тусассăн, кинне хĕматлăхĕ пурте йăтса кӳртет. Унтан вара хĕрне хĕматлăх ашшĕ йăтса урапа çине лартать те, килкартинчен тухса каяççĕ. N. Вара хĕматлăх тиекенни пĕр чĕрес сăра илет, тата кĕрӳшне кĕççе параççĕ те, хĕматлăхĕ малтан пырать, кĕрӳшĕ ун хыçĕнчен кĕççе йăтса пырать. Унтан вăлсем сарайне кĕреççĕ те, сĕтел тавралла виçĕ хут çавăрăнаççĕ, тăваттăмĕш хутĕнче кĕрӳшĕ кĕççине сак çине хурать те виçĕ хут çапса ларать, хĕматлахĕ те сăрине сĕтел çине лартать.

хĕне

бить. Ст. Чек. Ай-уй, ачам, сана ачасем хĕнерĕç пулĕ, пит хурланса йĕрен. Ах, дитя мое, тебя, вероятно, прибили ребята, что ты так горько плачешь. А.-п. й. 33. Хĕнерĕç-хĕнерĕç те, упа тирĕ тăхăннă такасем тӳп кайса ӳкрĕç. Ib. 84. Шалт хĕнесе пĕтерчĕç. Ib. 92. Пуçларĕ, тет, улпута чашлаттарса хĕнеме. Ib. 99. Пуçлать Сахар хĕнеме мăн улпута çурăмран. Капк. Хĕнекенсенчен пĕри ăна çăварĕнчен хупласа çапла каланă... Юрк. Асли, Митукĕ, хĕрарăмсем пек, сарăм хĕрринчен ыт-ахальтен кĕлте кучĕсене анчах хĕнесе пынă. Шел. 45. Вара эпĕ хĕнерем-и мĕн-ха ĕричакпа? КС. Эп ăна кăçал ак çак патакпа хĕнесе пурăнтăм. N. Юна ӳкериччен вĕтнĕ (хĕненĕ). СТИК. Çынни те усал-ĕçке ĕнтĕ, паян вара çавăнта ачана хĕнессĕм хĕнет (так и лупит), никам курасран та хăрамаст пуль. Ст. Чек. Хĕне-хĕне анкă-минкĕлетнĕ (сделал его почти полоумным). Чăв. й. пур. 30. Çапла хĕне-хĕне, арăмĕ чире ернĕ вара. N. Тытса хĕнесе пăрах. Янтик. Лайăх хĕнесе илтем-ха лешне. (Говорят самодовольно). N. Хĕнесе пăрахрăм та лешне, халь йĕрсе выртать-ха. (Поколотил того, он теперь лежит и плачет). Сред. Юм. Хĕне-тăр-качă отайми тунă. Альш. Чунне хĕнесе мул хывакан, ут пуçĕ-тĕр унăн чĕрисем. || Переносно — утруждать. N. Вĕсем ун пек ĕçпе пуçĕсене хĕнемен.

хĕпĕрте

радоваться. Шурăм-п. Пуклак карчăк вăрă тупăннипе хĕпĕртесе те ячĕ. ÇМ. Çутçанталăкшăн, хĕвелшĕн вăл та хĕпĕртетчĕ. ЧК. Пирĕн пата кашни кунах ирĕке тухнă районсенчи хресченсемпе рабочисем пырса тав тăваççĕ, вĕсем пĕтĕм Совет халăхĕпе пĕрле Хĕрлĕ Çар вăйĕпе тата унăн хăюллăхĕпе хĕпĕртесе савăнаççĕ. Сĕт-к. Лăпăс-лăпăс йор çăвать, симĕс корăк хĕпĕртет. Якейк. Халь эс вилсен, вăл пит хĕпĕртемелле. В. С. Разум. КЧП. Киле килнĕшĕн хĕпĕртет. Радуется тому, что прибыл домой. Регули 304. Вăл килсен порте хĕпĕртетпĕр. || Веселиться. СЧУШ. Хĕпĕртемен çын хĕпĕртени ырра пĕлтермест, теççĕ.

хĕр

калиться, закалиться, накаливаться, N. Килне юлаканнисем тула тухса хĕрнĕ чул утса яраççĕ. (Похороны). Микушк. Мунчи хĕрсе çунна вăхăтра чулĕ çурăласса-çурăласса çитет-çке. N. Пӳрт пĕренисем тимĕр пек хĕрсе кайнă (накалились). N. Аслăк питĕ хĕрсе çитнĕ-мĕн, темле çунса каяйман. N. Çумăр пулманнипе çĕр хĕрсе çурăла пуçларĕ. Кĕвĕсем. Шурă мунча вутти хĕрсе çунат, турчăкине чиксе пулмарĕ. || В переносном значении. Бугульм. Шурта мунча вутти хĕрсе çунать, ик сар хĕрĕ хĕрсе шыв йăтать. Полтава 10. Ватă чĕре еррипе хĕрет вутлă шухăшпа. Тип-Сир. Пачăшки пуртре хĕрсе çăвăрать (спит во всю) тет. Алик. Хĕрсе çĕмĕрт çорлас чох мĕншĕн тăнех ӳкет-ши? Вĕсене курмах çамрăксем те тата питрех çĕкленсе кайса хĕрсе ташлаççĕ. N. Хĕрлĕ-хĕрлĕ автана хĕрсе турă çуратнă. С. Дув. Хĕрсе тырă выртăмăр, хĕр сăрине карăмăр. ЧП. Хĕрсе хĕвел пăхнă чух. N. Хĕрсе ĕçлеççĕ. Тюрл. Манăн матка хĕрсе вырать. Скотолеч. 14. Çапах та çапла имлесен, вăл хуллен ĕçлеме юрать, пĕр хĕрсен, чуптарма та юрать (лошадь). N. Çапах та хĕрсе кайнипе пĕрре те ыратни сисĕнмест. || Преть. О земл. Юр айне пулсассăн, вĕсем хĕреççĕ те çĕре пуçлаççĕ. N. Типĕ навус часрах хĕрет, çавăнпа ĕçе те часрах каять. КС. Хĕрне, затхлый. Ib. Тырă хĕрсе кайнă. Хлеб стал предым, затхлым. Ib. Сĕлĕ хĕре пуçланăччĕ... Скотолеч. 8. Типмесĕр хĕрсе выртнă курăк. || Перегорать (о муке, не высыпанной из мешков; перегорелая мука дает тесто, которое легко уходит из квашни). Пухтел. N. Хĕрсе кăвакарса кайнă çăнăхран пĕçерсен, çăкăр никçан та аван пулмасть. || Опьянеть. А.-п. й. 77. Ваçлей хăй те хĕрчĕ. Василий и сам опьянел. Якейк. Хĕрсе çитсен (когда разойдется от алкоголя), хĕр йорлать, пирĕн мĕншĕн йорлас мар. Ib. Хĕрсе çитсен хĕр йорлать, эпĕр йорласан мĕн полĕ. Сĕт-к. Хĕрсе çитсен хĕр йорлать, пира (= пире) йорласан мĕн поль-ши? Изамб. Т. Ул та чипер хĕрчĕ (опьянел), манăн та пуçа кайрĕ. Собр. Пирĕн çамрăк ачасен пуç хĕрмесĕр кăкăри çаврăнмаст. N. Пирĕн пек çамрăк ывăл-хĕр пуç хĕрмесĕр кăкăр çавăрăнмасть. Тайба Т. Пирĕн пек те ватă, ай, çынсенĕн пуç хĕрмесĕр кăкăрсем, ай, хĕрмеççĕ. Васильев. Ĕçсен-ĕçсен, хăнасем хĕрсе каяç те вилнĕ çын çинчен манаççĕ, хĕр туйри пек хĕпĕртесе вăйăç чĕнтереç. N. Кăшт хĕрнескер, пупа пĕрте шикленмесĕр анпуççи çине хурса йăтса тухса кайнă çырманалла. ТХКА 95. Хĕрнĕ майĕпе пулмалла, Митюк арăмĕ çуталса кайнă, авкалана-авкалана юрлать. Шел. П. 30. Хăшĕ сăра лапкинче пăртак ĕçсе хĕреççĕ. С. Дув. Вăл пуç хĕрмесĕр юрламаç.

хĕр-арăм

женщина, женщины вообще. N. Иртнĕ çулсенче çаплаччĕ хĕр-арăм кунçулĕ. N. Хĕр-арăм тус. N. Чăн ĕлĕкрех арçын хĕр-арăма качча илмен, хĕр-арăм илнĕ арçына качча. N. Атте вилчĕ. Эпĕр халĕ çара хĕр-арăм юлтăмăр. Вишн. 65. Çапла ĕнтĕ эсир, хĕр-арăмсем, хăвăр ачăрсене кăкăр сĕчĕ, е ĕне сĕчĕ çитерес пулсан та, вĕсене час-час çитерме юраманнине асăрта тытса тăрăр: вĕсем час-часах çитернĕрен пит хĕн кураççĕ. N. Темчоль ĕçлесен те, хĕр-арăм ĕçĕ куçа курăнмасть. Ib. Хĕрĕн-хĕрарăмăнах калаççĕ она. Шел. П. 69. Хăш ана çинче виç-тăват хĕр-арăм та пĕр арçын курăнать. СЧУШ. Сурăх путек тунă çын патне пуринчен малтан арçын пырсан, сурăх тепĕринче така тăвать, хĕр-арăм пырсан путек тăвать, тет. Юрк. Пĕр хĕр-арăм, одна баба, женщина. || Прозвище мужчины, Орау. Хĕр-арăм Петров (все торчал около женщин). ГТТ. Хĕр-арăм Ванькка.

хĕр-çумми

то же, что хĕр-çум. N. Парнисене вара хĕрçуммисем пуçтарăна-пуçтарана çĕлеççĕ. КВИ. Хĕр-çуммисен юррийĕ таçта çитех илтĕнет. Изамб. Т. Унăн икĕ енче хĕр-çумми хĕрĕсем лараççĕ, || Парни, сопровождающе на свадьбе невесту, N. Унпа пĕрле темĕн чухлĕ хĕр-çуммисем юрласа çӳреççĕ. Вĕсем пĕр май каччăпа хĕре асăна-асăна вĕсене савăнтарса юрлаççĕ. Каччине йысна теççĕ, хĕрне йинке тесе юрлаççĕ. ТХКА 98. Туй ачисемпе хĕр-çумми ачисем ташласа вăй кĕлли кĕме тапратаççĕ. Кил хушшинче пĕр-пĕрнн çине хире-хирĕç, уйăх кăшкăрса ташла-ташла пыраççĕ. Туй каччисем те, хĕр каччисем те чакасшăн мар.

хĕреслен

раскраснеться. См. хĕремеслен. Ст. Чек. Хĕресленес — хĕрелсе каяс. N. Çавăн пекех, çут пайĕн те кутăн çакăнса тăракан штампне курсан, хĕресленсех хĕрелсе кайма тиврĕ. Шел. 30. Шур акăш пек шап-шурă шурă пурçăн кĕпепе, пан улми пек хĕп-хĕрлĕ хĕресленнĕ пичĕпе пĕр хĕр сиксе тухать те... СТИК. Аслă акăшĕ хĕп-хĕрлĕ хĕресленсе карĕ (покраснела, она была убийцей), тет те, нимĕн тăва пĕлмес, тет. (Из сказки). Хĕн-хур. Ануш вăтанса хĕресленсе кайнă. Ашшĕ-амăшне. Лисахви, Ивана курсассăн, ялтах сиксе хĕп хĕрлĕ хĕрелсе хĕресленсе кайнă. Букв. 1904. Вĕсем вăтанса хĕп-хĕрлĕ хĕресленсе кайнă.

хĕрт-сурт

хĕрт-сорт, назв. духа. Моркар. Праздник в честь „Хĕрт-сорт“. У язычников чуваш между другими божествами было божество, наблюдаюшее за домом, которое чуваши называлн „хĕрт-сорт“, что соответствовало русскому „домовой“. „Хĕрт-сорт“, по верованию чуваш, жил в избе на печи. В честь „хĕрт-сорт“ в году раз чуваши делали праздник, о котором я здесь и хочу рассказать. Этот празник делали в ноябре или позже, смотря по удобству. Сваривши полный котел полбенной каши, накладывали часть каши в деревянное блюдо и, сделав ложкой в середине блюда с кашей лунку, клали туда скоромного масла. Потом, обернув блюдо кругом белым чистым полотенцем, ставили на стул перед столом. После этого бралн лепешку, нарочно испеченную для этого случая, одна половина которой была разрисована ложкой, другая гладкая, и, отломив разрисованную половину, клали на стул около блюда с кашей, а другую половину ва стол для еды. Сделав это, накладывали из котла половину оставшейся каши в блюдо и ставили на стол. Потом все вставали на ноги и стояли лицом к растворенной двери. Старик, хозяин дома, брал шапку под мышку и с хлебом в руках, говорил: „Хĕрт-сорт, молимся тебе и приносим пищу, прими ты нашу молитву с благоволением. Храни нас в весь дом ваш от всякого зла, мы молимся тебе, помилуй нас“. После этой молигвы все садились за стол обедать. После обеда блюдо со стула с лепешкой ставили на печь и вокруг блюда ставили ложки, упирая на край блюда. Все это до следующего утра оставалось на печи, а утром кашу согревали и ели с лепешкой. Кроме этого „хĕрт-сорту“ всегда кидали на печь по три маленьких кусочка от каждой приносимой в дом гостинца, только после такого обряда ели гостинцы. При несоблюдении этих обрядов и почттаний „хĕрт-сорт“ сердился на жителей дома и пугал их по ночам. М. Сунч. Чăвашсем: хĕр-суртсăр кил пулмаст, теççĕ. Хĕрт-сурт пулмасан телей те пулмаст, тет. Хĕрт-сурт вăрçа тавраша юратмаст, тет. Хĕрт-сурта пилĕк çулта пĕрре чӳклеççĕ: вара вăл çынна çав каç анчах курăнат, тет. Хĕрт-сурта çур-çĕр тĕлĕнче пăтă пĕçерсе çапла каласа чӳклеççĕ: „Е пĕсмĕлле хĕрт-сурт сана асăвса чӳклетпĕр; кил-йыша çăмăллăхне пар, çукне пур ту. Килтен çиленсе пăрахса ан кай, мĕн панине ил, чӳк, çырлах, амин“. Çапла чӳклесе пĕтерсен, кăмака çине хĕрт-сурт валли кашăкпа пăта ăсса ывăтаççĕ те, вара хăйсем çиеççĕ. Вара çав каç хĕрт-сурт кăмака çинче кĕнчеле арласа ларат, тет. Вăл хăй шур тумтирлĕ, вăрăм çӳçлĕ, тимĕр шăллă, тет. Ир енелле хĕрт-сурт арланине, кĕнчелине хăех илсе каят, тет те, ăçта та пулсан пытарса, вурса, каллех кăмака çине килсе ларат, тет. Ĕçке-çике кайса ӳсрĕлсе килсен, çапла калаççĕ вара: „Тавсе, хĕрт-сурт, ĕçсе ӳсрĕлсе килтĕм, ан çиленех“, теççĕ. Ют ялтан кучченеç парса ярсан, чăн малтан хĕрт-сурт валли кăмака çине хурса ывăтаççĕ. Хĕрт-сурта авал пит хисеплесе пурăннă. Собр. Кирек кам килĕшĕнче те хĕрт-сурт пур, теççĕ. Хĕрт-сурт кăмака хыçĕнче пулсан, килте пурăнас килет, теççĕ; çавăнпа кучченеç илсе килсен, ăна малтан парахса параççĕ. Хĕрт-сурт уйра пулсан, уйра пурăнас килет, теççĕ; çавăнпа тыр вырса тавăрăннă чух, пĕр çурлине тыр кутнех пăрахса хăвараççĕ, унпа хĕрт-сурт вырат, теççĕ. N. Хĕрт-сурт ĕмĕрех кăмака умĕнче пурăнат, тет. Кăçта хĕрт-сурт пур, вăл килте питĕ лайăх, тет. Пурнăç та малалла каят, тет. Килĕшчиккинче вăрçă таврашĕ тухмаст, тет. Пăртак макар-мăкăр тусанах, тарат, тет. Çав хĕрт-сурт писсессĕн вара пурнăç пĕре те малалла каймаст, тет. Хĕрт-сурт ан сивĕнтĕр тесен, кашни ютран кученеç килмессайран пӳртĕн тăват кĕтессине кученеç татса пăрахмалла, тет, тата пăтă пĕçерсе йĕри-тавра кашăк хурса кăмака çине лартмалла, тет, вара хĕрт-сурт иленет, тет. Хĕрт-сурт вăл хăш-пĕр килте кăмака умĕнче ватă карчăк пулса кĕнчеле авăрласа ларат, тет. Çавăн чухне анчах кураççĕ, тет, ăна. N. Ĕне картинче хĕрт-сорт пурăнать, теççĕ. Кăмака çинче хĕрт-сорт амăшĕ пурнать, теççĕ. N. Сурхури çите пуçласассăн, пăтă пĕçĕрсе чăкăтпа картара хĕрт-сорта чӳклеççĕ. Хĕрт-сорта чӳклесессĕн выльăх хунаса каять, теççĕ. N. Хĕрт-сурт арласан кайран алă ĕçĕ ӳсĕнет, теççĕ. N. Кăнчала арланă вăхăтра, как çăвăрма выртнă чух, кăнчалаççия пĕрене çумнелле сĕвентерсе тăратсассăа, хĕрт-сурт арлать, теççĕ. Бгтр. Пĕр хĕр каçпа тола тохнă, тет. Тохна чох, кăмака çинче темскер шорăскер порччĕ, тет, кĕнĕ чох тимĕр йĕкепе пăтьăр! пăтьăрI тутарса кăнчала арласа ларать, тет. Ку хĕр часрах вырăн çине хăпарчĕ, тет те, пĕркенсе выртасшăнччĕ, тет. Çавăн чохне. Хĕрт-сорт йĕкипе вăрăн! тутарчĕ, тет. Йĕки хĕре сорамĕнех (= çурăмнех) тиврĕ, тет те, хĕр макарсах ячĕ, тет. ДФФ. Пирĕн анне ĕçкерен тавăрăнсан, пӳрте кĕрсенех: „Хĕрт сурт, тавăссе, ачам-пăчам, тавăссе!“ тесе чĕнетчĕ. ЧС. Хĕрт-сурт писнĕ, тет, çавна кӳртетпĕр. См. сĕрен. Янтик. Килте-çуртра хĕрт-сурт çук. (Так говорят, когда нет порядка в доме). N. Хĕрт-сурт вăл почти кашни çуртра пулат, теççĕ. Хĕрт-сурт пăттине чӳк илсе килмен çынна çиме юрамаст, теççĕ. Хĕрт-сурт вăл хĕр-арăм, теççĕ, вăл шап-шарă кĕпепе, сурпанпа кăнчала арлат, теççĕ. Хĕрт-сурт кăнчала арлани курăнсан, çурт малалла каят, теççĕ. Ала 66°. Унтан вара картишне тухаççĕ. Картишĕнче туй халăхĕсем çапла юрлаççĕ: „И тав яшкăра çăкăра, и тав ĕçкĕре-çикĕре, эпир те ĕçнĕ-çинĕ вырăнне сĕт кӳлĕ пулса юлтăр-и, эпир те пуснă вырăна хĕрт-сурт та пусса юлтăр-и. С. Алг. Çĕнĕ пӳрт тусан, çын вилсен, çемье чаксан е ӳссен каланă: „Ей турă, лайăх ыр хĕрт-суртăмпала пурăнмалла пултăр, çырлах, амин“. КАЯ. Эй, хĕрт-сурт ашшĕ амăшĕ, сире хĕрт-сурт урлă кĕл тăватпăр. Кăмака çинчи хĕрт-сурт çак ачана чĕртсе çӳремелле тусам. (Из моленья). Б. Олг. Авал той тунă, он чуне каланă: хĕрт-сорт, эс те çырлах, тенĕ. N. Урăх пăта кирлĕ мар ăна, вир пăтти анчах. Пăтă пĕçерсе антарсан, ăна кăмака умĕнче чӳклеççĕ, ак çапла чӳклеççĕ: е, пĕсмĕлле тăватăп, пуççапатăп, çырлах, ырă хĕртĕм суртăм, вырăнлă пул, киле чипер пăхса сыхласа усра, вырăнтан куçса ан çӳре, вырăнла пул, çырлах, сыхла, усра, тесе... Вăл хĕрт-сурт паттине никама та ютсене çитермеççĕ. Вăл хĕрт суртран та пит хăраççĕ. Бугульм. Эпир ларнă вырăна хĕрт-сурт ларса юлтăр-и; эпир пуснă вырăна тивлет пусса юлтăр и... (Благодарственная песня за угощенье). Изван. Çак кинĕн хĕрт-сурчĕ çак киле-çурта килсе вырăн йышăнтăр. (Моленье в „Çĕн çын яшки“). Н. Седяк. Хĕрт-сурт- — вăл çуртри суя турă, покровитель всего дома. Чӳк тунă чух ăна асăнса кăмака çамкине çурта çутаççĕ. Унтан ĕçеççĕ. Хăнаран таврăнсан: „Тавăсе, хĕрт-сурт“, теççĕ. Чуратч. Ц. Пӳртре хĕрт-сурт пурăнать. Пӳрт ашчиккине лайăх усратăр тесе, чăвашсем ăна пăтă чӳклеççĕ. Вĕсем хĕрт-сурта, кăнтарла çынсенчен хăраса пăтă çиме пымасть, теççĕ. Çавăнпа, каç пулсан, пĕр чашăк çине антарса сĕтел çине лартса, унта ярчченех хăвараççĕ. Вара хĕрт-сурт çĕрле пăтă çисе каять, тет. Разум. Хĕрт-сорт — камака хуçи. Кучченеçпе килсен первайхи турамне параççĕ уна. Тав тăваççĕ. Кашнă çын кучченеçпе килсен, ăна первайхи татăкне параççĕ; ун чухне çапла калаççĕ: „Кучченеç килех тăтăр, эпир çиех тăрар“. Çулă пăтă туса, уна кăмака çине параççĕ. Сред. Юм. Хĕрт-сорт тарнă. (Говорят, если в доме нет порядка: не убрано, не поправлено, не чисто и вообше во всем видна оплошность). Ib. Витере танă лаша çилхи моталанса пĕтсен: хĕрт-сорт çивĕтленĕ, теççĕ. Янтик. Ман килте хĕрт-сурт лайăх пурнать пулмалла, выльăхсем пурте тĕрĕс, аван пурнаççĕ. НТЧ. Юсманепе пашалуне вунă-вунпилĕк кашăк хураççĕ, вара хăйсем çывăрма выртаççĕ. Вĕсем хĕрт-сурт хăй йышĕпе çĕрле тăрса çиет, теççĕ. Вăл çĕр вĕсем нăмай лармаççĕ. N. Вара хĕр амăшĕ кучченеçе тата кашни кĕтесе пăрахать: „Хĕрт-сурта, илемне кӳртсе тăракан турра!“ тет. N. Татах салам парат (молодушка) хĕрт-сурта, хăрах урипе чĕркуççипе лара-лара виç хутчен. См. Магн. М. 95, 96, 167.

хĕрхӳлен

прокисать, прогоркнуть. Зап. ВНО. Яшка хĕрхӳленсе кайнă, суп прокис. N. Хĕрхӳленме может сăра, кăвас, яшка, уйран, турăх. СПВВ. МА. Сăра хĕрхӳленсе кайнă (йӳçе пуçланă). Сбор. по мед. Хĕрхӳленсе кайнă шыв, салат пăтти, прака пама юрамасть, вĕсем ĕне сĕтне пасаççĕ.

хĕсĕн

жаться, прижаться. Хĕн-хур. Ăна (ее) вĕсем хăйсен пĕчĕкçĕ ачисемпе выляса, чупса çӳреме те, ашшĕпе амăшне аса илсе пӳрт кĕтессине хĕсĕнсе тăра-тăра йĕме те чарман. N. Çапах та пĕр-пĕр çĕре пырса хĕсĕнмелле пулать-çке. Толст. Хĕсĕнсе выртнă (собака). N. Алăк патне хĕсĕнсе тăчĕ (прижался). Янтик. Мĕн хĕсĕнсе тăран эс алăк çумие. || Застрять. А.-п. й. 47. Кашкăр та, ăна курса, юплĕ юман урлă сикрĕ те, анчах ывăннипе юман хушшине хĕсĕнсе ларчĕ: ни малалла, ни каялла, тарăхнипе улать кăна. Волк тоже прыгнул за ней, но застрял между дубами и завыл от досады. Ib. 56. Йăви (колобок) пĕр юплĕ йăвăç урлă вăшт сиксе каçса кайрĕ. Кашкăрĕ, пысăк пирки, йăвăç хушшинех хĕсĕнсе юлчĕ. || Быть придавлену, прижату. Н. Карм. Орау. Халăх хушшинче хĕснипе икĕ çын хĕсĕнсе вилнĕ. В давке погибло два человека. N. Чĕтренĕ вăхăтра, çĕр çурăлса уçăлса хупăннă чухне çĕр çурăкне пĕр çын пилĕк таран хĕсĕнсе юлнă, тет. Дик. леб 34. Çӳлĕ йывăçсем, çтанари пĕренесем пек, пĕрин çумĕнче пĕри хĕсĕнсе ларнă. Высокие деревья стояли плотными рядами, точно бревенчатые стены. || В перен. смысле. N. Çавăнпа епле те пулсан, пурин çинчен хĕсĕне-хĕсĕне пулин те çырас пулать. || Оскудевать. N. Тĕнче хĕсĕнсе ларчĕ. Все в мире оскудело, иссякло. || Уменьшаться, сокращаться. N. Çĕр хĕсĕнсе пырать (стесняется).

хĕсĕнсе-пĕсĕнсе

кое-как, во всем себе отказывая. N. Вĕсем хĕсĕнсе-пĕсĕнсе анчах пурăнаççĕ.

хĕсĕрле

теснить, притесвять. N. Бюрократия темиçе çĕр çултанпа халăха тимĕр кăшăлпа хĕстерсе тăнă пек хĕсĕрлесе пурăннă. БАБ. Сирĕн патăрта кунта пире пурăнма çук ĕнтĕ; ăçтан килчĕ унтан хĕсĕрлетĕр, ăçтан килчĕ унтан хăвалаççĕ. N. Вăл вĕсене хĕсĕрлеме мар. Хăй те вĕсем пек пурăна пуçланă. N. Ăна ашшĕсем те, вĕрентекенĕ те хĕсĕрленĕ. N. Пуян та укçине тӳлеме хĕсĕрленĕ. Тюрл. Хĕсĕрлес кирлĕ она (прижать его надо), тӳрĕ çын мар. Сред. Юм. Ôлпôтсем хреçченсĕне хĕсĕрлеççĕ. || Вынуждать, принуждать. N. Кĕлеткесене парне кӳме тĕрлĕ майпа хĕсĕрленĕ. Янш.-Норв. Ăна вăсем уй чӳкĕнчи пекех пит хĕсĕрлесе илмеççĕ, кам паракантан анчах илеççĕ (о припасах, собираемых по деревне для „çăмăр чӳкĕ“).

хямат

то же, что хăямат. Шел. 44. Вĕсем вĕтĕ чармаççĕ кĕл тумашкăн кама та, тĕнĕ-мĕнĕ пуç-хĕрлĕ пулин-пулмин хямата.

шайлă

подобный этому. Ст. Чек. Çакăн шайлă турăм (на подобке этого). СТИК. Вĕсем икĕш пĕр шайлă. Они двое схожи между собою (по мысли, по нраву). || Разборчивый, расчетливый. См. шайсăр. СТИК. Çакăн шайлă тума тăрăш. Вот по этому образцу постарайся делать.

шакка

стучать. N. Кĕçĕр хуралçă çĕр-хута шаккарĕ. N. Тахăшĕ чӳречене (чӳречерен) патакпа шаккарĕ. Карсун. Çав кун пĕр çын чӳречерен шаккаса: пухăва тухăр, паянхи каç пурте мунча хутса кĕрĕр, терĕ. Васильев. Каллах шаккать кантăкран. Альш. Тăватă уччастка тăватă урăм хуралçи. Вĕсем çĕрле туясем шаккаса çӳреççĕ вара. N. Кĕçĕр хуралçă çĕрĕпе шаккарĕ. Хăр. Палля 7. Хулăн кĕнекене шаккаса: мĕн ыратать? тесе чĕнет. ТХКА 129. Йăс чĕлĕмне тытрĕ те, сакă çумне шаккаса, кукăр пуçа тасатса, çапла сăмах калаçать... А.-п. й. З9. Ула-такка Сахар лавĕ çинчи пичке тĕррине хăпарса ларчĕ те шĕвĕр сăмсипеле шаккама тытăнчĕ. Шаккасан-шакасан, пичке хăми витĕрех шăтса тухрĕ. Ib. 42. Тимуххан килĕнче виçĕ ахар йытă пулнă. Хапхана шакканă сасса илтсенех, кĕсем сикрĕç-тухрĕç те урама, тытĕнчĕç тилле хăваламашкĕн. Юрк. Пĕр çур çул ытла вĕренсе, темиçе урай хăми пек хулăн хăмасене шаккаса шăтарса пĕтерсен, тин пĕртак парапан çапма вĕренет. Кан. Çав чăркуççи çинче кукленсе чула шаккаса лараканскер çын вăл. || Плести (о лаптях). Кан. Хресченсем пӳртре пĕчĕк пуçлĕ çăпатисене шакка пуçларĕç. || Бить. Никит. Лешĕ кушак мĕн пулсан, ăна патакпа шаккаймалла-мĕн, вара вăл каллах çын пулса ларать. Альш. Тытăнать, тет, ку тукмакĕ кунăн тетĕшĕсене шаккама. N. Ку таранччен пере (= пире) пит хытă хуса килчĕç, ура кĕлинчен шаккасах. || Убивать. Орау. Шаккаса пăрахнă, убили, укокошили. СТИК. Шаккаса пăрахнă, укокошили, пристукнули. || Расколоть, разбить (напр. стекла в доме). Кан. Христохвора мĕн,— каять те шаккать. || Кушать, есть. Кильд. Тытса чарăнми кăвак лаша пур, тапăртатса вăл пырать, вăлă мĕншĕн кĕçенет, типĕтнĕ сĕлле вăл шаккать. Ала З0°. Чăнкăр та чăнкăр трантас пур, çавă трантас мĕскершĕн, сысна çуне вăл шаккать. Орау. Шаккăр, шаккăр çăмартисене! Кушайте. N. Шакка! (яйцо), т. е. ешь. || Пить. Ерех. Пит вăйлă вĕсем кунта ĕçрĕç, пĕр четвĕрт эрехе шаккарĕç (выпили). Унтан тата вунă путилкке сăра ĕçрĕç. || Высекать огонь. || Наказывать. N. Никам та ан пăрăнăр, пире ан пăрахăр, пирĕн хута кĕрĕр, тесе шаккаса каласа ямарĕç-и? || Щелкать. Баран. 25. Шăртне тăратнă, шăлне шаккать (волк). Ib. 124. Ик уранăн тăрать, хăрушă мĕкĕре пуçлать, шăлне шаккать (медведь). || Намекать и требовать. Орау. Ку Ларкка укçашăн шаккать те шаккать, çтан тупса парас куна. Ib. Куçлăхне çухатсан тепре илтересшĕн пайтах шаккарĕ те, эпĕ те питех хыпмарăм. || В переносном значенни (в форме деепричастия, чаще всего означает — ни с чем, безрезультатно). Орау. Ала илме карăм та, малтан парап терĕ, унтан арăмĕпе темскер тухса пăшалтатрĕç те, памарĕ те. Ахалех шаккаса килтĕм вара (ни с чем вернулся). Якейк. Ман Ивантан виç тенкĕ илмеле те-хе, тахçан илес.— Пайтах шаккаса (илимасăр) çӳрĕн-ха! Вăл çынна часах кăларса памасть.

шаккамалла

назв. игры. Николаев (Ставроп.). Ку вăйя хуралтă таврашĕнче (пытанма пур çĕрте) выляççĕ. Вылякансем пĕр тĕле шаккакан вырăн тăваççĕ. Унта шаккама патак хураççĕ. Пĕрне шăпапа шаккама хăвараççĕ, ыттисем пытанма каяççĕ. Вĕсем пытансан, шаккаканни шырама тытăнать. Шаккаканни кама та пулин курсан, çав ачана йыхăрса шаккама чупать. Леш ачи те вара малтан шаккас тесе чупать. Пытаннисем шаккаканнинчен малтан шаккасан, тепĕр вăйăра шырама юласран хăтăлаççĕ. Хăш чух ачисем, шаккаканни шырама кайсан, вăрттăн та килсе шаккаççĕ. Тепĕр вăмра шырама, кам ку вăйăра шаккаканнинчен малтан шаккаса ĕлкĕреймен, çав юлать. Анчах чи кайранхи çын шаккаканнинчен малтан шаккаса ĕлкĕрсен, тепĕр вăйăра шырама халь шыраканнинех хăвараççĕ. || Сред. Юм. Сăмсаран шаккамалла вылярĕç. Игра в карты, когда бьют по носу.

шак хыв

шак хур, ставить вянтерь. Образцы З8. Шурă Атăл хĕррипе шаксем хыврăм, шаккăмсем кайрĕçĕ сулă пулса. В Переносно — намекать. Орау. Манăн Хветĕре пĕр тенкĕ памалла та, ялан, курсан-тусан, çынсемпе: çавна илмелле, пĕр тенкĕ укçа кирлĕ те-ха, таçтан тупас; е тата: çынсем вĕсем темле парас укçана парасшăн тăрăшмаççĕ, текелесе шак хурса калаçать, темле парас. Якейк. Шак хорса калаçать, намеком выражает свою мысль. N. Шак хорса калаç, говорить обиняком. Питушк. Шак хурса (вăрса) калаçатпăр (ăна систеретпĕр те, сисмест; намекаем).

шакăртаттар

понуд. ф, от шакăртат; производить стук, стучать. Выçăхакансем 26. Вĕсем кашăксемпе епле шакăртаттарни хăлхана йĕкĕлтет. Ib. 11. Таканлă атăсемпе шакăртаттарса, пирĕн патра виçĕ салтак-милитсионер кĕчĕ. Çутт. 68. Çул çинче сасартăк урапа шакăртаттарни илтĕнчĕ. Йӳç. такăнт. 19. Куньккипе шакăртаттарса алăк патнелле утать. Орау. Алăка такăш шакăртаттарать. N. Шăтăк умĕнче ун чухне те çак çăл шакăртаттарса тăп тăррăн юхса выртатчĕ. Ib. Лаша пăхсене кил-картинче кĕреплепеле шакăртаттарса пуçтарнă пек. N. Вара эпир урапа çине лартăмăр та, киле шакăртаттарса таврăнтăмăр хĕрсĕрех. Сред. Юм. Шакăртаттараканни тесе ял хоралçисен шакăртаттарса çӳрекеннине калаççĕ. Орау. Шакăртаттарать (стучит, караульщик). БАБ. Алăкĕсене пырса шакăртаттаратчĕç, тет (стучали палками или задвижками). КÇ. Эпĕ патакпа ракатка (изгородь) патаккисене тăршшипех шакăртаттарса тухрĕм. Чебокс. Атьĕр чарапа хупласа çиелтен шакăртаттарар, терĕç (мертвого петуха). N. Качака урайне шакăртаттарчĕ (унăн пăхĕ шакăртатса ӳкет). || Орау. Кĕçĕр çанталăкки шакăртаттарса (крепко) шăнтса лартнă. || Орау. Салтак ачисене кăçал шакăртаттарчĕç анчах (перебрали всех), пирĕн ялтанах вунсакăр ача карĕ, пĕр пăсăк ача тухмарĕ — йĕркипе илсе пычĕç. || Переносно — говорить, беседовать. Орау. Пăх-халь, вырăспа чăвашла шакăртаттарса калаçса ларать. Ib. Икĕ карчăк пĕр чашăк сăра лартнă та икĕшин хушшине, шакăртаттарса калаçса лараççĕ.

шалатка

крупной; редкий (о ткани). || СПВВ. НН. Шалатка — шултăра япала. Пир тĕртмелли хĕçе, тата алана та: ку ытла шалатка, ыраш витĕрех юхса тухмалла, теççĕ. СПВВ. ЕХ. Хĕçĕн шăлĕсем сайра пулсан, шалатка теççĕ. Моркар. Шалатка хĕç — сайра хĕç. Н. Карм. Шалатка хĕç, редкий. Ib. Шалатка хĕç — сайра шăллă хĕç. Сред. Юм. Мĕншĕн пит шалатка тĕртен эс ку пире, мĕн тума юрать ку, кăçан вĕренмелле ĕçлеме! Б. Олг. Шалатка пир, редкий холст. || Громко говоряший, слишком откровенный, рассеянный. Моркар. Ст. Чек. Шалатка калаçат, шултăра калаçат, ĕсре (зря) калаçат. Говорит ни с чем не считаясь (иногда непристойно), шумно, болтает без толку, особенным голосом. Янтик. Шалатка тесе кăшкăрса, хăвăрт, ялан смахлакан çынна калаççĕ. СПВВ. КЕ. Шалатка тесе питĕ сăмахлама юратакан хĕрарăмсене калаççĕ. Шалаткасем ĕçлеме питех юратмаççĕ, вĕсем килĕрен киле чупма юратаççĕ. || ЙФН. Атти килĕ шалатка, шалатка пулин те сала пак, епле тухса каям ши? || Неряха. Тюрл. Эй, шалатка! чипер тыткала пĕлместĕн (неряха, прольет или что).

шантар

обнадеживать, уверять. N. Тăвассу çук та, ан шантар. Юрк. Хам чунăма хам шантартăм, тăшман ăшне çунтартăм. Сред. Юм. Эпĕ сана шантарса янă та, эсĕ илсе килет пуль тесе, пасартан илмесĕрех килтĕм. N. Вĕсем, малтан шантарса хунă пулсан та, пыман. Чăв. еп. пур. 17°. Унтан вара ӳлмĕрен çынна лайăх шантарса, илсе кайнăшăн укçа парса та пулин, пĕрле каякан пулнă. Кан. Ишчейккăсене япала сыхлама шантарса парса хăварнă. Ib. Кун çинчен хресченсем малтанах высттăвккă комиттетне пырса шантарнă. N. Чăн, тесе калать тет, ку пуянĕ те вĕсене шантарам пек пулса.

шанчăклă

надежный; надежно, твердо, крепко. Ст. Чек. Сĕт-к. Шанчăклă çын, надежный человек. Ib. Шанчăклă тус, надежный друг. Ала 14. Эсĕ, çамрăк хуçа, арăмна шантăн та, саншăн пулсассăн шанчăклă пулмарĕ, маншăн анчах санăн ырă арăму шанчăклă пулчĕ, тенĕ. А.-п. й. 64. Хыр ăна сивĕ çилсенчен хăйĕн шанчăклă турачĕсемпе сыхласа усрама тытăнать. ГФФ. Тимĕр тойи, кокăр тойи тохса çӳреме шанчăклă. Железная кривая тросточка надежна в дороге. Якейк. Вĕрене туя коккăр туя шу орлă каçма шанчаклă; пичи патне килнĕ чох ĕçме-çима шанчăклă. Сĕт-к. Тимĕр туя кокрашки туялама шанчăклă; тантăш çони хора çони ларса чопма шанчăклă. О сохр. здор. Капла качча кайни аван: вĕсем хăйсем ӳссе çитеççĕ те, ача-пăча ӳстерме шанчăклă пулаççĕ вара. В. С. Разум. КЧП. Ялта савни, ай, пулсассăн, улаха тухма шанчăклă.

шапăртат

плескаться: шуметь (о воде, дожде). КС. Çăмăр шыва шапăртатса çăвать. Чĕлкаш 4З. Сасартăк хуме леш енче шыв шапăртатни илтĕнче. Альш. Шалта çӳреççĕ шапăртатса (в болоте) кăвакалсем, хурсем. Хурамал. Кăвакал чĕпписем шывра шапăртатса çӳреççĕ. N. Кусем (ăраксем) шапăртатса кĕрсе каяççĕ, тет те, арчана исе те тухаççĕ, тет (шывран). КС. Шыв арман урапи шапăртатса çавăрнать (шум). Сред. Юм. Пуç тăрах шыв ярсан, шапăртатса йôхса анать (шумно стекает на пол). || Покрапывать. N. Шапăртатса вăйлă çумăр çăва пуçланă. Сред. Юм. Эп тин яла персе çитнĕччĕ, çăмăр шапăртата та пуçларĕ (пошел дождь). || Сильно течь (о слезах). Альш. Çак тăвансем асма килсессĕн, шапăртатса юхат куççулĕ. ЧС. Кайран çав кассалла каяс та килместчĕ, мĕшĕн тесен çуннă тункатасене курсан куççулĕ шапăртатса тăкăнатчĕ. || Сыпаться (о зернах). КС. Пăрçа шапăртатса тăкăнать. Якейк. Типĕ кĕлтея капана хунă чох, авăн типĕтсе кĕлте йитем çине йăтнă чох ыраш шапăртатса йохать (звук падения зерен). Сред. Юм. Тыр пôлман-ха тесе килте ларатпăр, и ô пĕр-ик контанах шапăртатать анчах (сыплется). Çамр. Хресч. 1929, № 22, 7. Вĕсем (шпанские мухи) шăналăк çине шапăртатса ӳкеççĕ. Чăв. й. пур. 24. Йĕпе тумтирĕпех шапăртатса кайнă та, тумтирĕ пĕтĕмпех пăрланса шăнса кайнă.

шар-аçа

бедствие от грозы (молнии). Орау. Шар-аçа курчĕç вĕсем кăçал, çунса карĕç.

шари

подр. сильному крику или визгу испуганного. Шорк. Ача йытăран хăрарĕ те, шари! кăçкăрса ячĕ. Ребенок испугался собаки и закричал. Сред. Юм. Пĕчик ачасĕм шари çохăрса яраççĕ. КС. Ачана хурт сăххăрĕ те, шариях çухăрса ячĕ (визг). Юрк. Çав вăхăтра пирĕн урапа хыçне пырса тăнă çын, чыкан майри, шари! кăшкăрса ячĕ те, пĕр енелле çĕлен пек ыткăнса карĕ. КАЯ. Акка хăранипе шари!.. шари!.. шари!.. макăрма пуçларĕ. Кратк. разск. 29. Вĕсем ăна курсассăн, шари! кăшкăрса йĕрсе янă. Собр. Çав вăхăтра вăрманта пĕр арçури шари кашкăрса ячĕ, тет.

шарт

подр. треску. Шел. 126. Харăк-харăксем шарт-шарт! ванаççĕ, кĕленче пекех пăр саланаççĕ. С треском ломается сушняк и, как стекло, рассыпается в прах. Çутт. 17. Шарт-шарт! туса вут çунĕ, арăм кулаç пĕçерĕ. Будет с сильным треском гореть огонь, и жена будет печь белый хлеб. || Подр. удару хвостом, кнутом, прутом. Сунт. Хӳрисемпе шарт-шарт тукаларĕ те, тапратрĕ курăк çиме. Лошадь похлестала хвостом и принялась есть траву. Сенг. Унтан мана: ан ӳк, терĕ те, лашана пушăпа шарт! тутарчĕ. А.-п. й. 111. Юрланă май хăй кĕсрине пушшипе шарт! çапать. Ib. 113. Шарт! тутарать Кĕркури кĕсрине тепĕр хут. Шорк. Пĕчик кĕске пушăпа шарт та шарт çапать. Çутт. 71. Тилкепе вĕçĕпе кĕсрене шарт! тутарчĕ. Эльбарус. Ак сире çавăншăн, терĕ те, шĕшкĕ холли хуçса илчĕ те. Хĕре шарт анчах тутарса çапрĕ. Альш. Шарт тутарат та ашшĕне тыттарат, тет. Теприне амăшне тыттарат, тет. || Подр. удару грома. Малт. шк. вĕр. фиç. 113. Пĕр вĕçĕмсĕр шарт та шарт çапса, йĕри-тавра саланса кайса, хăлтăртаттарса тăрса, пĕтĕм сывлăша хумхатса ярать те, унтан каллах вăхăтлăха лăпланать. || Подр. внезапному испугу. Якейк. Мăнаçи (гром) çаппăр те, шартах сикрĕм. Б. Хирлепы. Йытти: хăр-хам! тере, тет, çынни шартах сикрĕ, тет. Сред. Юм. Эсĕ пит тарук çохăрса ятăн та, эпĕ шартах сикрĕм. Орау. Темскер эпĕ хăраса шартах сикекен пултăм (напр., при стуке внезапном и пр). ТХКА. 20. Пыйтă сăмахне илтсен, шăрка шартах сикрĕ. Чем люди живы. Симун шартах сикнĕ. Юрк. Карчăк хăраса шартах сикет. Истор. Адашев Крыма çитсе вăрçа пуçласан, тутарсем, пĕтетпĕр тесе, шартах сикнĕ. Разск. Пурин хутаççинчен те кĕмĕлсем сике-сике тухнине курсан, Яккăв шартах сикнĕ. Орау. Лаша сывмарланчĕ те, шартах сикрĕмĕр лаша вилесрен. Сред. Юм. Шарт сиктер. Сунт. Шартах сикет ун чĕри, хăйне темĕн пулнă пек, у него так и ёкнуло сердце, как будто с ним случилось что-то необыкновенное. N. Шартах сиксе вăран. N. Çывăрна çĕртен шарт сиксе вăран. Ачач. 14. Сасартăк шарт-шарт сиксе вăрана-вăрана каять. || Подр. неожиданному удивлению. Юрк. Пăхасăн, аллине кĕлĕ кĕнеки вырăнне хай шӳтсем кĕнеки çакланнине курсан, хăй те шарт тĕлĕнет. Ib. Вĕсем те вара шарт! тĕлĕнчĕçĕ. Ку кĕнекене ăçтан илтĕн, шартах хамăр чĕлхепе çырнă, теççĕ. Ib. Хайхисем, ку çак сăмаха тĕрĕс каласа парасса кĕтменскерсем, кулас вырăнне шарт тĕлĕнеççĕ. БАБ. Пирĕн ялти çынсем, çав тĕрлĕ асап курнине курсан, шарт тĕлĕнсе кайрĕçĕ, тет. N. Унтан пурте шарт тĕлĕнетчĕçĕ. || Подр. резкому удару в ладоши, удару ладонью по бедру, крыльями. С. Устье. Кайран çав охотник кулянса икĕ аллине шарт çапса тăрса пăхса юлчĕ, тет. N. Тĕлĕнсе аллисене шарт! çапаççĕ. Пазух. 91. Ай-хай-ах та, кинçем, ай, Наçтук пур, парниех те сарни çитмесен, çӳпçи тавра виççĕ çаврăнать, икĕ пĕççисене шарт çапать. Букв. 1886. Аттесем пĕççисене шарт çапрĕç. Ст. Айб. Кăвак-кăвак кăвакарчăн, шулап тăрăх кускалать, шулап хĕрне çитсессĕн, икĕ-çунатне шарт çапать. Пазух. 91. Кăвикех те кăвик кăвакарчăн шулапах та тăрăх кускалать. Шулапах та вĕçне, ай, çитсессĕн, икĕ çунаттине шарт çапать. N. Кулик-кулик кăвакарчăн, шуçлăх тăрăх кускалать, шуçлăх тĕлне çитсессĕн ик çонатне шарт çапать. N. Пĕççине шарт та шарт çапрĕ. Сред. Юм. Çавăн чол полатна, старав çынна лаша тапса вĕлернĕ тенине илтрĕм те тĕлĕнсе вĕççĕ шарт çапа тăран вит. Цив. Пĕчĕккисене хĕвеле сăхманпа чăркаса лартнă, хăйсен аллисене шарт-шарт çупаççĕ. Янш.-Норв. Шарт-шарт çупмашкĕн Чĕмпĕр алси пирте çук. Абыз. Çынсем манран юр ыйтаççĕ, манăн та юрă арчара, арча ушши арăмра! Арăм кайнă улаха, шарт çупать те сĕм ярать, йăлтăр-р-р курнан пир тăвать! Собр. Шарт! çупать те сĕм ярать (арăм), çиппи пулать ут хĕлĕх пек. || Подр. пощечине. Орау. Шарт тутарам (пощечина). Ib. Питĕнчен шарт! тутарчĕ (рукою или книгой). Шорк. Çав çын, ниме юрăхсăрскер, урама тухсассăн кама кирлĕ ăна шарт та шарт çопатчĕ. || А.-п. й. 30. Шарт! шарт! тутарса çапаççĕ (качакасем), кашни çапмассерен мăйракисенчен хĕлхем сирпĕнет. || Подр. щелканию зубами. Ачач. 69. Шăлсем шарт-шарт-шарт шартлатаççĕ (зуб на зуб не попадает). Баран. 41. Шăлне шарт-шарт шаккать (волк). || Подр. ломанию кости, дерева. Сред. Юм. Ори шартах турĕ, теççĕ, (Так говорят, когда преламывается кость голени). Ib. Пысăк патакпа та çапмарăм: ори шартах хуçăлнă. N. Шарт — перелом нетолстой вещи. Якейк. Торта шарт хуçăлса карĕ. Изамб. Т. Патак шарт! туса хуçăлат. || Ск. и пред. чув. 108. Ванать, шăтать чул тăпри, шарт та шартах çурăлса. N. Шартах (сломал так, что предмет раскололся вдоль — чĕрпекленсе). || Подр. удару волн. Шорк. Хом çыран çомне шарт пырса çапăнать. || Подр. закрыванию. Утăм. Алăка шарт! хупрĕ. Капк. Сасартăк капкăнăм шарт! туса хупăнчĕ. || Буин. Эпĕ тараккан çине пусрăм та, вăл шарт турĕ. N. Пĕр хĕрарăм кĕпесем çапать, шарт-шарт-шарт тутарать. Кан. Чăнах та урт мусăк каласа пырать: шарт! шарт! тăвать. Сала З65. Упăте тилле тытат та хӳринчен, юпа çумне шарт тутарса, çĕклесе çапать. || N. Шарт! — звук пистона. || Подр. чирканью спичкой о стену. || Абыз. Шарт-шарт çиппи, сентел çиппи шартлатать. Рак. Урлă шарт, пирлĕ шарт, каспичне (так!) тимĕр шарт. (Загадка. Чӳрече хушахи). || Очень, весьма, совсем, сильно. Альш. Хĕрсем сире мĕн пулнă, шăлăрсене шарт çыртнă. Пазух. 10. Леш айккине юр çунă та, леш айккине юр çунă, и юр çунă, ку аяккине мĕн пулнă. Хĕрсем сире мĕн пулнă та, хĕрсем сире мĕн пулнă, и мĕн пулнă, шăлăрсене шарт çыртнă. Янтик. Б. Кĕçĕр хĕрсене мĕн пулнă, шăлĕсене шарт çыртнă. Синьял. Тантăш, сире мĕн пулнă, шăлусене шарт çыртнă. Альш. Патшасем, сире мĕн пулнă, шăлăрсене шарт çыртнă. N. Шарт вилмелли çĕрте мар. (Из письма с фронта). СТИК. Шарт тухаймасăр пĕтет вара. Ну уж не может скоро выйти. Алших. Шăнкăр уяр, шарт сивĕ, Хусан хули янăрат. N. Ялта ырă çын нуммай тесе, шарт тăванăра юта ан кăларăр. || Как раз. Демидов. Пăхаççĕ, тет, чăнахах уха вĕçĕ çерçие шарт куç шăрçинченех ленкнĕ, тет.

шыв

(шыв), вода. НР. Атăл шывне ăсмашкăн çутă витре кирлĕ мар. Чтобы зачерпнуть волжскую воду, светлого ведра не нужно. Хурамал. Шыва ярсан, кĕмĕл ирĕлмĕ. Если пустить в воду серебро, не растворится. Ib. Шанкарчă чĕппи шыв ĕçнĕ чух хура пуллăн мĕн ĕç пур. Когда молодой скворец пьет воду, какое до этого дело рыбе? Шурăм-п. Урапа çине шыв пички лартса чуптарать. О сохр. здор. 68. Шыв тĕрлĕ пулать вăл. Ib. 71. Шыва таса тăратас пулсассăн, унта тислĕк, çӳпĕ-çапă, вилĕсем такасран чарас пулать. Ib. 69. Шывран тислĕк шăрши, кӳкĕрт шăрши, çĕрнĕ шăршă кĕрет пулсан, вăл шыв аван мар пулать. Чутеево. Шыв чечеке ларнă. Орау. Шывне виçĕ хутчен те улаштарса чӳхерĕм-çке, çапах та тасалман. Альш. Шыв çинче пĕлĕт курăнат (отражение неба). ГФФ. Калтăр-кăлтăр кăвакарчăнне, кăвакарчăнне, вăл шыв çине лармасăр, лармасăр, эпĕр çона çинчен анас çок. Пока голубь-воркун не сядет на воду, мы с саней не слезем. Трхбл. Чей куркинчи шыв çине виçĕ кашăк эрек ятăм. N. Пилĕк таран шыв çине пултăмăр. N. Пура çине шыв каять. КС. Унтан аялаллине шыв илет. То, что лежит пониже его, заливается водой. Капк. Юр ирĕлнипе кӳлленчĕк пулнă. Кĕрсе кайсан калушна шыв илĕ. А.-п. й. 74. Вершник çине улăхма тăрсанах, Ваçлей такăнчĕ-ӳкрĕ те, салатне веçех шыва тăкса ячĕ. Когда он ступил на плотину, споткнулся и упал. Пуловка с солодом покатилась в воду. Ib. 74. Ваçлей нимĕн тума аптранипе пĕр патак илчĕ те шыва пăтратма пуçларĕ. Василий не знал, что ему делать. Затем взял палку и стал помешивать воду с солодом. Ib. 74. Аха, шыв сăра пекех пулчĕ иккен-ха. Ого, вода густеет, как пиво. Сред. Юм. Шывва чăм, нырни в воду. Ib. Шыв ĕçе-тăркача ман паян саççим хырăм кӳпсе кайрĕ. Орау. Ĕçес килсех ĕçетни эс вăл шыва? Сред. Юм. Шывву полин ĕç ху çав таса марскере. Орау. Шыва выç-варла ĕçсен, чĕрене çиять. ТХКА 108. Шыв ĕçсен, йысна шыв хĕрне чăркуçланса ларчĕ те, курăк татса илсе: эпĕр ĕçмен, вырăспа майра ĕçнĕ, тесе, шыва пĕр курăк пăрахрĕ. Альш. Шыв уланă — çын шыва кайса вилессе, çын чĕрене илессе. ГТТ. Шыв чакнă, шыв ӳснĕ, шыв тапраннă, теççĕ. КВИ. Пирĕн çырман шывĕ чакнă. Орау. Çул айяккисене шыв туха пуçланă. Ib. Çул аяккисенче шыв кӳленсе тăра пуçларĕ. N. Иртнĕ çул çуркунне Атăла шыв питĕ тулчĕ. Хурамал. Кăçал çурхи шыв пит шеп юхрĕ. ГФФ. Çорхи те шывпа йохса та кайнă полсассăн... Кабы я уплыл с вешней водой. Хурамал. Сиксе-сиксе шыв юхсан, çыранĕсем епле тусет-ши? Когда волнуясь течет вода, как это только выносят ее берега! Тайба-Т. Шыв çисе пынипе çĕр ишĕлсе аннă та, юпи вара шыв айне пулнă. Когда берег от размывания водой обрушился, то столб очутился под водой. Абыз. Сарай айăнь шыв юхать. Под сараем протекает вода. Ст. Чек. Шывĕ юха пырат, пăрĕ шăна пырат. (Пир тĕртни). N. Шыв пит вăйлă карĕ. N. Çуркунне шыв кайсан... Красн. Горка. Пĕчикçĕ ачасем тимĕр кĕреçемпеле шывсене (воду в разных местах) пĕвесе çӳреççĕ. N. Шыв иртсен... Альш. Этремел хушшинче çуркунне пĕтĕмпе шыв юхать. Шыв, иртсе кайсан, унта питĕ аван курăк персе тухать. N. Кайран, шывсем юхса пĕтсен, пĕтĕм уйсам, çарансем, вăрмансам симĕсленме пуçлаççĕ. Ау 389°. Шыв ӳкмесĕр çырне ан хыпала. N. Шыв йăрлатса юхать, тонкою струей. ГФФ. Шăнкăр-шăнкăр шыв йохать хомăшпа хăях хошшипе. Вода бежит и журчит меж осоки и камыша. Юрк. Анатра арман авăрат, шыв сассипе чулĕ çаврăнат. Собр. Çын вилли вăл пит шывшăн çунать (жаждет), тет. Ала 14°. Тепĕр кайăкĕ калать: эпĕ те çавă патша çинчех шывсăр типĕтсе усратăп, тет. Кн. для чт. I, 15. Шывсем типнипе çынсем шывсăр виле пуçланă. Букв. 1886. Вара шыв шыран. Юрк. Ирĕксĕр çын пуссине шывшăн çӳрес пулат. Макка 30°. Арма (= арăма) шыва кăларнă. Жену за водой послал. Артюшк. Çав шыв хĕррине пĕр хĕр шыв илме аннă. N. Мăшăрпа шыва антăм та, хăрахпа ăсса хăпартăм — çурри тесе ан калăр. Хурамал. Çинче пилĕк йилене тăхăнсассăн, кĕвентелесе шыва каяс çук. Если надевешь бешмет с тонкою талией, то не пойдешь с коромыслом за водой. Ромс. 29. Амăшĕ шыв патне тухса кайнă. Ib. Шыв панчен килсен, люшкисене йăпăр-япăр уçса пăрахнă. Кан. Икĕ хĕрарăм тĕл пулчĕç. Пĕри шыв кӳме каять, тепĕри шыв кӳрсе тавăрăнать. Н. Седяк. Кĕлетрен тухсан, çĕнĕ çынна яшка пĕçерттереççĕ, шыва яраççĕ (за водой). Ала 67. Тата çĕнĕ çыннăн упăшки хапха умне тухса тăрать шывран таврăннă çĕре. N. Шывран килтĕм. Ходил за водой. Изамб. Т. Лаша урине шыв ансан, лашана шывра тăратаççĕ. Сред. Юм. Лаша ôрине шыв аннă (опоили). Ib. Лашава шыв антарнă (опоили). Ib. Лашана шыв лектернĕ (опоили). Ау 8°. Лаша калать: çĕртен каяр-и, çӳлтен каяр-и, шывран каяс-и, тесе каларĕ, тет. Трхбл. Ку чечексене шыва лартас пулать. Ib. Чечексем шывра пĕр эрне ларса та шанман. Орау. Пирĕн сӳс-кантăр шыврах выртать-ха кăçал халчченех. Кан. Ытла та ӳсĕмсĕр ĕç вĕт вăл: кантăр пусине тат, типĕтсе çап, шыва хут. Янш.-Норв. Çын шывра ишнĕ чухне аллисемпе яра-яра ишет (перебирает). N. Вакран шыва янă. N. Утăсем, пĕтĕм тырă пулă — пурте шыв айне юлса çĕрсе пĕтнĕ. N. Кимĕ туса шыва янă (пустили в воду). Зап. ВНО. Шыва ярсан путмĕ, çĕре хурсан курăнмĕ. (çу). Ib. Шыва ярсан путмĕ, çĕре хурсан çĕрмĕ. (Кăмрăк). Т. Григорьева. Шывăн турат çук, вутăн алли çук, теççĕ. N. Шывран таса пулма çӳретĕн. Нюш-к. Шыва хирĕç çил вĕрсен, çăмăр пулать, теççĕ. С. Тим. Шур Атăлта пулă ишет-çке, çунаттине шыва хумасăр. N. Эпĕ çитнĕ çĕре теплушкана (помещение для сторожей при пожарной машине) шыв тунă: шăпăр-шапăр тăвать (течение струи) шалта çĕр урайĕнче. Орау. Тăнсам! пĕтĕм пӳрте шыва янă! Болваны! всю избу залили водой (дети). N. Нассус пырши шăтсан, шăтăкран шыв шаркаса чуптарат. Кĕпçене çĕре пăрахсассăн, шыв шарлатса чупат. Сред. Юм. Пĕчик çӳхе чôла шыв çинелле вирлĕ аялтан утса ярсан, çав чôл чалт! чалт! тутарса шыв ĕçсе каять. КС. Шывпа пĕрĕхтереççĕ (прыскание). Никитин. Хурсем каçпа ларакан вырăна тараса чакалас пулать; унта шыв час тухать. Хурсем шыв пур вырăна анчах çĕр каçма лараççĕ. || СТИК. Айлăм çĕрти купăстана шыв сапма юрамаст — шыва ларат. Купаста шыва ларсан, вăл начарланса юлат. Шыва ларнă çаранти курăк та сайраланса юлат. Магн. М. 59. Шыва лар. || Альш. Сăмаха шыв пек юхтарат. Ст. Яха-к. Çак кĕлле ăстарик шыв епле юхать (плавно), çавăн пек пĕр такăнмасăр хăвăрт каласа тухать. ТХКА 13. Пирĕн Ваçук кĕнекесене шыв пек юхтарса вулать, картинсем тума вĕренсе кайнă. N. Утни-юртни сисĕнмест, шыв пек юхать, çил пек вĕçет (урхамах). Чăв. й. пур. 10°. Çапла тусан вара лашисем шыв пек кайнă. Сред. Юм. Посса кайса пăхса çӳрерĕм те эп, ôрпасĕм шыв пик йôхса лараççĕ вит (хороший урожай). Альш. Ачанăн варвиттне кайнă, шыв пек юхтарат. || N. Ăна пĕр кашăк шывпа ĕçсе ярăн (говорят про красивую девицу). || Кан. Пĕр 10 пин тенкĕ шывпа юхрĕ. Шурăм-п. Çулла хăйă хăшĕ пĕртте çутмаççĕ: укçана шыва пăрахмастпăр, теççĕ. Ib. Вĕсем ĕмĕрне те хăйсен юлташне шыва пăрахса хăварас çук (не оставляют без помощи). Орау. Çын хăйне хăй шыва пăрахмасть (не топит сам себя). Капк. Хамăр хурăнташа шыва ярас çук вĕт, терĕм (не выдам, не предам). || Букв. 1908. Маруçăн улма çиесси килнипе çăварĕнчен шыв килнĕ. Сред. Юм. Çинине корсан, çăвартан шыв килет. || Чăв. й. пур. 5. Хăйĕн сăмсинчен тапак туртнипе сап-сарă шыв юхса çӳрет. || Буин. Шывпа пĕрлех килчĕ. Ребенок вышел из утробы матери вместе с водами. N. Малтан шыв кайрĕ (перед родами), ача типпе юлчĕ. Ача умĕ килчĕ, ачи çуралчĕ. || Сок. Шурăм-п. Карта патĕнче хурăнсем те пур. Çуркунне вĕсен шывне ĕçме юрать. || Сыворотка. Изамб. Т. || Пот. Альш. Икĕех те шурă та халь ут юртат, тилкеписем тăрăх та шыв юхат. Ала 63°. И, хир-хир урлă килтĕмĕр, çĕлен пек ута шыв турăмăр. N. Лашисем пĕтĕмпе шыва ӳкеççĕ, ачисем çапах çӳреççĕ. Мусир. Хура шатра Иваншăн хура шыва ӳкрĕмĕр (сильно вспотели). N. Тарласа шыва ӳкнĕ. || Слезы. Альш. Çакăях та тăвансем асма (= асăма) килсен, икĕ хура куçăмран шыв юхат. Собр. Куçран куçа пăхсассăн, икĕ куçран шыв килет. || Дождь. N. Шăнкăр-шăнкăр шыв çăват, чӳрече витĕр курăнать. (Хĕр йĕри). || Река. ГФФ. Кăвакал ишет шыв тăрăх. Утка плывет по реке. Хурамал. Хурĕ каланă: „Ну эпĕ çурт лартап-и? Эпĕ аслă шывра та хĕл каçăп“,— тенĕ. Ib. Аслă шыва кĕтĕм ăшăк тесе, ĕнчĕ куçлă çĕрĕ пур тесе; ĕнчĕ куçлă çĕрĕ шыв çути, эпир атте-аннен куç çути. Вошел я в большую реку, думал, что мелко, думаль что есть там перстень с жемчужным камешком. Перстень с жемчужным камешком — свет реки, и мы у отца и матери — свет очей. ЧП. Пирĕн пӳрт аяккипе мăн шыв юхат. Тораево. Ĕçтерсе ӳсĕртсе пичĕкешне хупса икĕ пуçне питĕрсе мăн шыва кайса ячĕç, тет. Янорс. Вара эпир Атăл хĕрне çитрĕмĕр, кунта эп Атăл шывне куртăм. Хурамал. Ăлăхрăмах çӳлĕ тусем çине, антăм-ĕçке Самар шывĕ çине. Поднялся я на высокие горы и спустился на реку Самарку. Альш. Самар шывĕ юхат вирелле, сар хăмăшсем тайлаççĕ шывалла. Эпир çур. çĕршыв. 24. Шăматран иртсессĕн çул Вылă шывĕ урлă каçать те, уй тӳпинелле каять. Сюгал-Яуш. Пĕр çын шывра луткăпа пулă тытса çӳрет, тет. N. Вăл шыва пĕрте шăнма памаççĕ, мĕншĕн тесен вăл кермансене килме питĕ чарса тăрать, вăл шыва пĕрмаях тупăпа персе ватса тăраççĕ. Çулла çав шыв патне çитеччен пĕрмаях çĕмĕрсе килчĕ. Баран. 119. Çăва тухсан, пысăк шывсемех ăшăкланса юлаççĕ. С. Айб. Шыв урлă каçаракан сан патна пырса шыв урлă каçарнăшăн санăн аллуна ыйтĕ. Альш. Пилĕк пĕрчĕ хăмăшпа çул килтĕм, виçĕ пĕрчĕ хăмăшпа шыв каçрăм, каçсан та урам йĕпенет, каçмасан тăванăм ӳпкелет. N. Хура шывсем юхат вирелле. || Назв. божества. N. Вăл мĕн калать хăй патне пыракансене: эсĕ çава çырмари шывпа питне çунă та, çанти шыв тытнă, тет. Бгтр. Кĕрĕк ăçта çул çинче шыв ĕçсессĕн, çав шыв ан тыттăр, тесе: эпĕ ĕçмен, пĕр вырăспа пĕр майра ĕçнĕ, тесе, шыв çине кирек мĕн сапса хăварнă. N. Тата шыва çав хурантанах чӳклеççĕ. С. Алг. Шыва мимĕр (толокно).

шывлă

водный, имеющий воду, влажный. N. Шывлă вырăн, место, где имеется вода. Толст. 113. Анчах унта пирĕн хула çукчĕ, темле вăрмансем курăнаççĕ, икĕ кăвак йĕр çутăлса выртать. Кусем шывлă çырмасем пулнă. Но не было еще нашего города, а какие-то леса и две синие полосы,— это реки. Баран. 91. Ту çинчи шывлă çырма пит аван. N. Вĕсем çапла чупса пынă чух шывлă лупашкана кĕнĕ-ӳкнĕ. БАБ. Пĕр-пĕр шывлă чашка çине (в чашку с водой) тăхлан шăрата-шăрата яраççĕ.

шыв

то же, что шăв, шу, двигаться, ползти. Никитин. Вĕренсессĕн вĕсем те шывĕçех-ха малалла.

шилĕк

назв. свадебного обряда. См. шильăк. СПВВ. Т. Шилĕке туй чухне хăмаран карта ăш (= карташ) варрине тăваткăл майпе тăваççĕ; ун ăшĕнче ташлаççĕ вара. СПВВ. ТА. Шилĕке ак çапла тăваççĕ: ултă тунката çине пилĕк хăма хурса, алăк вырăнне кăшт кĕмелли хăвараççĕ. ЧС. Пирĕн туй пулас кун ирех хĕр килне икĕ хĕрçум апат тума пулăшма пыраççĕ. Арçынĕсем (= арçыннисем) туй çыннисене ларма шилĕк тăваççĕ. Шилĕке ак çапла тăваççĕ: ултă тунката çине пилĕк сарлака, вăрăм хăма хураççĕ те, шилĕке кĕмелли кăшт вырăн хăвараççĕ. Тĕпеле икĕ кĕтессине икĕ сĕтел лартаççĕ, сĕтелсем çине икĕ пуçламан çăкăр, икĕ витре сăра, тата сĕтелсем варне икĕ кĕççĕ сараççĕ. Çулла пулсан, каччă ларакан сĕтел кĕтессине пĕр чĕрĕ хурăн касса лартаççĕ. Ăна те сулхăншăн, те пĕр-пĕр йăла тăрăх лартаççĕ,— пĕлместĕн. Халĕ ĕнтĕ ăна тумаççĕ. Н. Бурнаши. Шилĕк, сиденье из досок для „туй халăх“. Собр. Пăртак тăрсан кĕрӳшне хĕрин инкĕшĕ нӳхрепе илсе кайса пичке пуçлаттарать. Çав пуçласа илнĕ сăрана кĕрӳшĕ шилĕке илсе пырать. Ib. Туйĕ кĕрсессĕн чи малтан шилĕк тавралла çавăрăнаççĕ, унтан вара сарай патне каяççĕ, кĕрӳш урапи шилĕк умне юлать. Унтан хĕрĕ амăшĕ кĕççе илсе пырса урапа умне сарать те, пĕр тенкĕ укçа хурать. Кĕрӳшĕ вара çав укçа çине сиксе анса укçине илет. Ib. Унтан пӳртрен шилĕке тухаççĕ те, ачи ашшĕпе амăшне пуççапать, ашшĕсем ăна укçа параççĕ. Вара шилĕк патне виçшер лашаллă, икшер лашаллă кӳлнĕ кӳмесене илсе пыраççĕ те, туй халăхсем кӳмесем ăшне кĕрсе лараççĕ. N. Хĕр енчен пынă туй халăхĕсене ăсатас уммĕн яшка çитерсен, карташ варрине тăватă каска пăрахса, вĕсем çине тăватă кĕтеслĕ туса, хăмасем сарса шилĕк тăваççĕ, „пӳлемĕк чӳклеççĕ“. Унăн ăшне пĕр касмăк сăра тултарса лартаççĕ. Унтан тата пĕр сĕтел, сĕтел çине тĕрлĕ çимесем пырса лартаççĕ. Ĕçтереççĕ, çитереççĕ. Çав вăхăтра çĕнĕ çынни пур хурăнташĕсене те асăнса ăсатать: „Кайăк хур каять картипе, йăви юлать пăрăнса“... N. Ирхине тăрсан (у невесты) кил карти варринче виç хăмаран саксем тăваççĕ, çавăн варрине сĕтел лартаççĕ те, сĕтел çине пĕр витре сăра лартаççĕ, тата çăккăр хураççĕ, тата сĕтел умне пĕр йăвăç касса лартаççĕ, ăна вара шилĕк теççĕ. Т. VI, 15. Карташне мĕн шилĕк тума пар. (Чӳклеме).

шокля

жердь. Чиганары. Ачасем шăнкăрчă килессине илтсен кĕлетке тăваççĕ, туса пĕтерсен вĕсем кĕлеткисене пӳрт поçне çакаççĕ, хăшĕ шокля тăрне çыхса лартаççĕ. В. Олг. Хăмла шокля тăрăх явăнса хопарат. Шибач. Хăмла шокли = хăмла шалчи. Б. Кумаркино. Шокля = хăмла шăччи. || Прозвище мужч. Г. А. Отрыв. Куçма Мирунчăн аслашшĕне Шукля старик тиччĕç, вăй Ярмушкапа пĕр тăван пулнă. || В. Олг. Шокля тăрринчи торă, хоругвь.

шултăрха

грубый, резкий; то же, что шултăрка. N. Çавăнпа вĕсем час-часах е айăплă, е шултăрха, е пит аскăн пулаççĕ.

шупăр

шопăр, летний женский кафтанчик из белого полотна. Якейк. Шопар çулахи томтир (хĕрарăм йосавĕ). СПВВ. ТА. Шопăр — шур пир халат. КАХ. Шупăр — шурă пиртен çĕлĕнĕ сăхман. ЩС. Шупăр, летняя поддевка, мужская и женская. Из мужчин надевают только старики. Золотн. 241. Летом чуваши носят белый холщевый кафтан — шопăр. Альш. Çиелтен тата шурă шупăр тăхăна-тăхăна янăччĕ вĕсем. А.-п. й. 60. Пукане шупăрне те, мăйи-шӳлкемине те, шăрçине те тилле хывса парать. Кан. Эсĕ шухăшпа (так!) шупăр çĕленĕрен пирĕн план 69 проччăн кăна тулнă. Абыз. Пӳрт тăрăнче тĕрлĕ шупăр выртать. (Çăлтăрсем). Орау. Пирĕн ваттисем хăйсене вилсен тăхăнтартса выртарма шупăр çĕлеттерсе хураççĕ.

шурăлла

по белому (изба). Эпир çур. çĕршыв. 15. Пирĕн урамра пĕр пӳрт анчах хуралла, ыттисем пурте шурăлла. || Юрк. Чăвашсем хуратул кĕрпине шурăлла çимеççĕ. Вĕсем хуратула малтан шӳтереççĕ, унтан кăмакана вĕри çĕре хываççĕ, унта пĕр-икĕ сутка парланса выртсан, хĕвел çине сарса типĕтсен тин хуратул кĕрпине çуртараççĕ. Кăмакара типĕтсе туни хуратул кĕрпи уйрăм хĕрлĕ пулат. Чĕрĕлле çуртарнийĕн кĕрпи те шурă пулат.

шурăм-пуç

заря, рассвет. Менча Ч. Шурăм-пуç киле пуçласан вара вĕсем чӳклеме чӳклес тие пуçлаççĕ. Сунчел. Шурăм-пуç килет шуралса, шурă автансем авăтаççĕ ярăнса. || Назв. звезди, Венера. N. Шурăм-пуç хăпарать.

шуçăмла

на заре, с зарею. Ир. сывл. 35. Вĕсен кăвак шуçăмлах шур тумĕсем ялкашать. N. Ирхине шуçăмлах, халăх вăранса тухиччен, вĕсем калаçнă вырăна тухса тум-тирĕсене улаштарнă.

шут-йĕр

след. Çĕнтерчĕ. 30. Шутне-йĕрне те тупас çук! Шутла, шотла, считать, исчислять, счесть. НР. Леш еккинче сакăр капан, ку еккинчен шутлатпăр. На той стороне восемь стогов, с этой стороны их считаем. А.-п. й. 99. Унтан улпут кăсйинчен пĕр кирпĕç пек хут укçа кăларса илсе шутларĕ. N. Апат укçи 1 тенкĕ те 60 пус шутлас теççĕ кунне. ГФФ. Мана савнă сар ача шотласа хонă ылтăн пек. Мой размиленький красавчик — ровно считанное золото. N. Шутласа пĕтер. Кан. Сутнинчен шутласан, ĕçлесе чăрманнине хумасан, ĕнене чĕртсе пуснинчен 25 тенкĕ те 30 пус тупăш куртăм. N. Эпир пурăнакан çĕр те, пур тĕнчене шутласан, хăяр пĕрчи пек анчах вăл. Кан. 1927. Ытти парттисенчен шутласан, коммуниссем халь иккĕмĕш вырăн йышăннă (Керманире). Сред. Юм. Ôттине те шутласа çиç ôтать. (Пит йăраланса çӳрекене, ôтайман çынна калаççĕ). N. Хăш чухне шутласа кăларма çук нумай темле хăрушă япаласем курăннă. НР. Пирĕк пек тăлăх ачасене этем шутне кам шутлать. (Ĕлĕкхи юрăран). Подобных нам сароток кто сочтет за людей. (Из старинной песни). || Думать, решить, намереваться, расчитывать. Хум. Çем. Пĕр шутласан, тĕлĕнсех каймалла. ГФФ. Кĕпе аркине хăю тытрăм, сӳтессине ан шотлăр; савса килтĕр полсассăн та, каяссине ан шотлăр. Я обшила подол рубахи лентой, не думайте ее отпороть; если вы приехалм любя, то и не думайте уезжать. А.-п. й. Йытă шутларĕ-шутларĕ те, упана та пăрахса, этемпе тус пулма шут турĕ. Янорс. Эпĕ он чохне ни хойăха, ни шотлама пĕлместĕп, а тольккă орамра ачасемпе выляса, иртен каçа çитиччен çӳреттĕм. Пшкрт. Пиччĕшсем шотларĕç: тавай ку окмакран тарас, терĕç. Янбулат. Вĕсем шотланă опăшкине ыр вĕлерме. Хир-п. Ытти ялсем те тăвас шутлаççĕ. N. Çав инкеке çĕр ĕçлесе пурăнакансем шотлама пĕлмесĕр чăтса пурăннă. ГФФ. Малаллине те шотланă, ай-ай, полсассăн... Кабы думал и, что будет впереди... || Якейк. Вăл ыранччен тăхтама шотлать-и? Согласится ли он подождать до завтра? || Выдергивать. N. Пуçлать есрел вăрманти ват йомана шотлама. || Шурăм-п. № 22. Турра шутлама пултараймастăп, мĕншĕн тесен турă пĕрех вăл, шутламаллăх çук.

шутсăр

шотсăр, без счета, бесчисленный, неясчислимый, несчетный. Сĕт-к. Пĕр вакра шотсăр çерçи сикет. (Хоранта шыв вĕрени). || В качестве усилительного слова: очень, необычайно, необыкновенно. Ала 84. Вăрманпа пырсан-пырсан ларать, тет, пĕр çурт, ним шутсăр аван, тет. А.-п. й. 29. Карчăкпа старик хăйсен такисене питĕ юратнă, шутсăр ачаш пăхса усранă. N. Кашăк илес терĕм те, кашăкки ытла шутсăр хаклă. Капк. Шутсăр паха пар вĕсем. N. Шутсăр чее старик иккен эсĕ, Рахмав Иванович! N. Аннесем шутсăр хăратчĕçĕ. N. Манăн унăн чухне шыв шутсăр ĕçес килетчĕ. Кан. Питĕ шутсăр вăйлă çумăр çунă. N. Хам шотсăр колянап, çӳç йохса тохрĕ. Пшкрт. Шотсăр солят. || Безвестный. Стерлит. Пирĕн пек шутсăр хĕрсене çын йӳпсĕнмест, куç ӳкмест. || N. Ку ачи шутсăрах. Вăл супса иртсе кайман. Лашине тăратрăм, тет те, выртакан лаша патне пытăм, тет.

шут ту

шот ту, считать, сосчитать. N. Гордей ашшĕпе окçине шот тăвăр. Сюгал-Яуши. Ачасампа ачасам шут туса уйăрса тăратрĕç те выляма тапратрĕç. || Решить, задумать. СПВВ. Шут турĕç = канаш турĕç. ЧС. Унта кушил çĕклеме кама тытасси çинчен шут тăваççĕ. Орбаш. Пĕрре çаксем кайăкран таврăннă чух шут турĕç ют патшалăха кайма. Абыз. Вара вĕсем çапла шут тунă. Они так решили поступить. Ала З°. Çав салтак каймаллах шут турĕ, тет. Чуратч. Ц. Чăн-чăнах кăсем шут турĕç, тет, тарма. А-.п. й. 16. Вăл кашкăра пăрахса, çăмламас упапа тус пулма шут турĕ. Панклеи. Потрана таткаласан-таткаласан, кусам Чип-чипе (девушку) йăвăç тăрне çакса хăварма шот турĕç.

шухă

шохă, резвый, бойкий, шаловливый; легкомысленный, ветреный. Изамб. Т. Арçын ача шуххине хĕр ачасем мĕн туччăр. И. Тукт. Вăй пуçласа вăй калап та,— шухăрах тесе ан калăр. N. Юр пуçласа юр юрларăм, шухă тесе ан калăр. Пазух. 19. Аттен-аннен пĕр хĕрĕ, çавăнпа шухă пулнă эпир. Кильд. Пире шухă тиетĕр, пиртен шуххи тата пур. Алешк.-Сапл. Шурă пултăм, шухă пултăм, килеймерĕм атте-анне кăмăлне. Тайба-Б. Хĕр чух шухă çӳресен, кайран йывăр пулмĕ-ши. Орау. Унăн хĕрĕ шухăрах (слишком бойкая). Утăм. Çамрăкла вăхăтăм пулнă шухă, халĕ те алчăрать хăмăр куç. N. Вĕсем хăшĕ пит хăравçă, хăшĕ пит шухă, хăшĕ йăпăлтатакан пулаççĕ. ЧП. Хамăрăн пуçа йăвăр килнĕрен ялта ытла шухă çӳрерĕм, çынна усал сунмарăм. || N. Шухă, шалун. || N. Шухă, воришка, плутишка. || Легкомысленность. N. Ытлашши ĕçсе-çини пире тепĕр майлă тăвать, шухă енне ярать.

шăв

то же, что шу, двигаться. ЧК. Пысăк чăрмавсене, çурçĕр çанталăкĕн йывăрлăхĕсене çĕнтерсе малалла шăватпăр. Кан. Ниçта кайса кĕме пĕлменнисем çеç çав еннелле шăваççĕ. Шел. 48. Алăк панчен вĕсем те сĕтел патне шăваççĕ. Я. Турх. Тăрă шывăн тĕпĕнче пĕлет шăвни курăнать. Ир. сывл. 2З. Шыв хĕвелпе тусланса юхса юлать хумханса, шăвайманшăн хурланса. Хурамал. Çӳлĕ тусем çине ăлăхăттăм, урам шăвассинчен хăратăп. Поднялся бы я на высокие горы, но боюсь, что поскользнутся у меня ноги. Орау. Ачасем шăва-шăва ӳкĕç, пӳрт умĕнчи пăра пăртак касасчĕ. Нюш-к. Лаша та шăвать, вĕлерсе те хăварĕç кусем тесе нимĕн те тăва пĕлмес ку. Череп. Шăват, на дворе скользко. Спасск. у. Паян шăват, гололедица. || N. Çулсем (годы) шăваççĕ кĕр енне. || Толст. Шăва пачĕ, удрала, улепетнула.

шăвăн

двигаться. || Улизнуть, удрать, юркнуть. N. Вĕсем шăвăнчĕç пĕр аяккинелле. А.-п. й. З9. Халь тилĕпе ула-такка Такмак ялĕн анкарти хыçнеле шăвăнчĕç. N. Пуян паллă хăнисем туха-туха шăвăнчĕç. ЧП. Ыраш пусси тăрăх еррипелен шăвăнтăм. А.-п. й. 68. Кĕлет алăк айĕнчи кушак шатăкĕнчен шăвăнса кĕчĕ, тет те, шалалла, çăнăх ырçи ăшне кĕрсе ларчĕ, тет. Ib. 18. Пĕр каçхине, упа харлаттарса ыйха туртнă чух, шăтăкран шăвăнса тухса тарчĕ те, этеме шырама пуçларĕ. Кан. Чикаркки аллинчен шăвăнса тухса ӳкрĕ.

шăкăр-шăкăр

подр, журчанию воды. КС. Вăл çырмара шыв шăкăр-шăкăр-шăкăр юхса выртать. Качалово. Шăкăр-шăкăр шыв юхать, шыв юхать те çĕр юлать, эпĕр юлас иртрĕ пулĕ. Якейк. Шăкăр-шăкăр шу йохать, çĕр çинчен мар, чол çинчен. Ib. Шăкăр-шăкăр томла йохать. || Подр. звону монет. А.-п. й. 60. Шăкăр-шăкăр тенкисем, чăнкăр-чăнкăр тенкисем,— тесе юрлать тилли йăпăлтатса. || Подр. стуку. Толст. Пӳрт патне çитсен, вĕсем унăн алăкне шăкăр-шăкăр шаккарĕç, тет. || Подр. шумному разговору. ЧС. Ахаль чухне çинĕ çĕрте шăкăр-шăкăр шакăртаттарса çиекенччĕ, халĕ пурте чĕлхесĕрсем пек шăппăн, пĕри пĕр сăмах чĕнмесĕр çисе ларатпăр (после того, как пала лошадь). || Сплошь. Г. А. Отрыв. Тевет çинче шăкăр-шăкăрах хурт-пуççи хĕрлĕ сентел çине йĕри-тавра тытнă (пулнă).

шăл

мести, подмегать. Хурамал. Алăкăрсен умне шăлса тытăр панулмисем кустарса выляма. Почаще метите у себя на дворе, чтобы катать яблоки. Лашм. Шур пӳртĕр умне шăлса тытар панулми кустарса выляма. ЧП. Шурă пӳртсем умне шăлса хурăр. Б. Олг. Кил хошшия шăппăрпала шăлса тасатас. N. Кунĕпех урай шăлтăм (мел весь день). Урмай. Карчăкĕ пĕре урай шăлса пынă чух пĕр пăрçа пĕрчĕк тупрĕ, тет. Сем. соч. Вăл ачасен (так!) тула тухса кайсанах, тешурни шăпăр илсе урайне шăлса каять. N. Качака: урампа тапăп, мăйракампа сĕкĕп, хӳремпе шăлăп, тесе калать, тет. N. Шăлсан шăлса ямалла мар, çĕклесен çĕклесе пăрахмалла мар, вăхăт çитсен хăех каять. (Мĕлке). Хош-Сырми. И посрĕç те лартрĕç стул çине, и хырчĕç те пăрахрĕç ман çӳçме, и шăлчĕç те пăрахрĕç çӳп çине. Поставили стул и посадили меня, сбрили они мне волосы, вымели и выбросили их на сорную кучу. Б. Олг. Тавай çак арпая йĕтем çинчен шăлса пăрахăпăр. Сред. Юм. Кô ыраш тăпраллăрах пôлин те, пĕрлех шăлса яр, кайĕ-ха ертел çинче хотăшса. А.-п. й. 55. Анкартинчи сар кĕлетри ырçаран мана шăлса пуçтарчĕç. N. Шăлса кăлар (в печке выметать). НТЧ. Вутти пулсан кăмакине шăлса кăларать те, хай пашалусене, юсмансене пĕçерме кăмакана хывать. || Мыть, чистить. В. Олг. Эп ампар ом шăлас тетĕп вĕри шупа. N. Ялта халăха пуян куштансем хăйсен аллинче тытнă, тĕрлĕ çук законсем хăратса пурăнна; уясра вĕсене улпутсем шăлнă. || В переносном смысле. Орау. Аванах шалтăм! Хорошо поел (чего-нибудь лакомого). Сред. Юм. Ĕнер эпир пôшара карăмăр та, пĕр ôрама çиле май шăлайса тôхса кайрĕ вит. ЧС. Вирĕм тумарĕç те, выльăхсене мур шăлса кайрĕ. || Вытирать, стереть, обтирать, утираться. Пухтел. Тенкел çине шăл, сотри со стула. N. Шăлса ил, обтереть. N. Пылчăкĕсене шăлса илме тарай тутри пулмарĕ. Альш. Саккăрăн-саккăрăн килтĕмĕр те сакăр хаклă тухйипе сак çи пусса шăлтăмăр. ТХКА З0. Тăхти, эсĕ ирхине-каçхине пит çусан, апат çисен, апат умĕн аллуна çусан, эпĕ сана хăвна панă алшăллипе пите-куçа шăл вара. Ман алшăллипе ан шăл, тет ман карчăкăм. О сохр. здор. Пурте пĕр алшăллипех шăлаççĕ. Собр. Пĕр алшăллипе иккĕн шăлсан: вăрçать, теççĕ. СЧУШ. Иккĕн пĕр алшăллипе шăлсан, иккĕшĕ часах вăрçă кăлараççĕ. Юрк. Хăй çав вăхăтрах арăмĕнчен чăвашла калаçса чышкисене шăлма тасарах алă-шăлли илет. КС. Туттăрĕпе мана питрен шăлса илчĕ. Она провела мне по лицу платком. || Замазывать. О сохр. здор. Пӳрт чӳречисене, алăксене йăлт шăлса питерес пулать. Баран. 158. Çурт-йĕр таврашне вĕсем çинçе пĕренерен туса, тăм шăлаççĕ, тулашĕпе шалашне пурпа шуратаççĕ. N. Тампа шăл, мазать глиною. N. Кăмакана питĕрсе тăнпа шăлсах хучĕ (во время „çип хутни“). КС. Кăмака шăл, обмазывать глиною. Ib. Кăмака шăлмалла-ха пирĕн, ытла кăмака тĕпĕсем катăлса пĕтрĕç. Ст. Чек. Кăмака питне шăл. || Заметать (о снеге). N. Çула шăлса кайнă. Дорогу замело (занесло снегом). N. Çула юр шăлса кайнă. Баран. 41. Такăр çула юр шăлса кайнă; çуран çӳрекен сукмака лаках шăлса тултарнă. СТИК. Тăман çула чист шăлса лартрĕ (замело дорогу). Орау. Çула шăлса лартнă кĕçĕр (передуло). Сятра. Çол орлă шăлса лартса та, çолĕ çĕтсе. Подл. Шигали. Аслă çулсем çине юрсем шăлнă (замело снегом). Сред. Юм. Хĕллехи çола тăман шăлать. Зимою дорогу буран заметает. N. Çула йăлт шăлса тухнă, лаша чĕркуççи таран путса пырать. Баран. 86. Кунта ăлавсене шăлса кайни те пайтах пулкалать. Кн. для чт. 10. Пĕчченех ларать çав ял, унти çынсен пӳрчĕсене тăман шăлса кайнă. РЖС. З. Çав çĕрхине хулари çуртсене тăманпа шăлса кайна, урамсене юр вĕçтерсе тултарнă. Ст. Чек. Йĕтеме юр шăлса кайнă (замело). N. Юр шăлса лартать. N. Кӳлле йор шăлса лартнă. N. Кун усал, юр çăвать те шăла-шăла лартать. Нюш-к. Малтанхи юр çĕр çумĕнчен шăлса çусассăн, выльăх хĕнерсĕр (начар) пулать. || Гладить (напр., по голове), приглаживать. ГФФ. Куç умĕнче атте çук, пулсан та пуçран шăлас çук. Нет у меня здесь родимого батюшки, а если бы он и был, то не погладил бы меня по головушке. И. Тукт. Ульяна хăйĕн савнийĕн юнланса пĕтнĕ çӳçĕсене ик аллипе те шăла-шăла якатрĕ те, ăна сивĕнсе кайнă тутинчен чуптуса илчĕ. Ал. цв. 4. Вăл хăйĕн юратнă хĕрне чуп-туса, ачашласа, пуçĕнчен шăлса калать. Юрк. Куçăмран пăхрĕ, пуçăмран шăлчĕ; пуçăмран шăлчĕ, пуçма çавăрчĕ. С. Айб. Салтак патша ывăлне пуçĕнчен шăла пуçларĕ. НТЧ. Хăй пĕр курка шыв ăсса илет те, хур пуçĕ тăрăх шăла-шăла (гладя) ярать. ТХКА 121. Яка пуçлă усламăç мăн сухалне аллипе шăлса илет якатса. Собр. Пăттине çисе пĕтерсен, хырăм тăрăх шăлтăмăр, çаплах куçĕ выçă пулчĕ пирĕн. || В переносном смысле. Сам. 70. Шăлнĕсене вăл шăлать, вырма йăпатса.

шăл

зуб. Изамб. Т. Ачанăн шăлĕ шăтсан, ăна малтан куракан çынна: эсĕ ку ачана кĕпе тăхăнтартмалла ĕнтĕ, теççĕ. N. Шăл шăтни, зубопрорезание. N. Шăл тухнă вăхăтра кастарма юрамасть (оспу). N. Вăй çитменнине шăлпа, теççĕ. Альш. Эпĕ хам шăннă, шăлсем хире-хирĕç шак-шак тăваççĕ. Ал. цв. 10. Тӳрĕ хуçанăн хăранипе шăл çине шăлĕ тивмест. Артюшк. Ман пур шăлсам та ыратса ирттерчĕç. Янтик. Сан шăл ыратать-им? (Спрашивают тогда, когда спрашивающий сомневается в болезни, или думает, что у него вовсе не болит). Ib. Сан шăлу сурат-им? (Спрашивают тогда, когда более или менее определяют болезнь человека). Орау. Шăл ыратакан çынсем пыркаларĕç-и? В. Олг. Си шу ĕçсен шăла тиет (ломит зубы, скоро проходит, если после горячего выпить холодной воды). Шурăм-п. Сахăр ан хышла, шăлусем пĕтеççĕ. Букв. 1900. Эй, пăхма анчах илемлĕ-ĕçке! Çи-халь ăна, çăварна пĕр шăл та хăвармĕ! — тесе пырать, тет, хăй нимĕн тăвайман енне. Якейк. Шăл ларттар, вставлять зубы. Çĕнтерчĕ 6. Манăн шăлĕсем те çукрах та, эпĕ кăчăртатнине пĕлместĕп. Янтик. Сан шăлсем пиçĕ-ха, эс çак хыт татăка та çимелле. N. Ман икĕ енче икĕ шăл катăлса ӳкрĕç çори таран. N. Катăк шăл. N. Эпĕ хама хам сыхланаймарăм, лаша шăла тутипе персе хуçрĕ. Якейк. Шăл коч тапранчĕ. Зуб расшатался. Н. Лебеж. Хура вăрманта шĕшкĕлĕх, шĕшкĕ тăрри сарă мăйрă, çав сар мăйăра катакан шăлĕ тĕпĕ пушанĕ. Яндобы. Пăт чĕреспе кĕлете кӳртрĕм, ерипе, чӳрече çинче шӳтертĕм, ерипе, увăç тупанпе типĕтрĕм, ерипе, шăл тупанпе хăйăрларăм, ерипе, йĕкĕрлчепе авăртрăм, ерипе. Альш. Ман шăла хурт çиет, шăл сурат. А.-п. й. 30. Вут умĕнче хĕртĕнсе ларакан качака такипе сурăх такине курать те вăл: кусене халех çисе яратăп, тесе, шăлĕсене шатăртаттарса пырать. Ib. 52. Ну халь сана çисе яратăпах, тет шăлĕсене качăртаттарса (кашкăр). N. Микулай çине куштансем час-часах шăлĕсене хăйраса тăнă, час-часах кулнă. N. Хресченсемпе улпутсем пĕр-пĕрин çине шăл хăйраса тенĕ пек тăраççĕ. СТИК. Вăл такçантанпах шăлне хăйраса тăрат та-ха (ждет получить лакомый кусок в виде награды или милости), те пулĕ темĕн. Кан. Çынсем ĕçнĕ чух тата шăла йĕрсе ларас-и? А.-п. й. 88. Шăлне йĕрсе, ахăрса кулса сĕлтрĕ Сахара. N. Шăлна çырт та чăт. N. Ним тума та çок, тӳсес полать, шăла çыртас полать. Сред. Юм. Шăлна çырт, молчи, прикуси язык. Кама 10. Паян темшĕн шăлна çыртнă эсĕ? Сред. Юм. Шăлпа çыртса тортас патне çитрĕм (очень рассердился). СТИК. Шăлне çыртса ларат. Сердится, но удерживается вылить злобу. ГФФ. Шăл хошшинчех усраттăмччĕ. Берег я ее (песню), хранил меж зубов. Ст. Чек. Шăл хушшине хума çăккăр çук. (Говорят о бедности). Вишн. 67. Шăл хушшисене тата шăрпăкпа е йĕппе чакаласан та пăсăлать. Сунчел. Пĕчĕкçĕ чӳне эпĕ пĕчĕкçĕччĕ, шăл хушшинчи мăйăр тĕшĕччĕ. Альш. Çакă тăвансемпе ĕçсе-çини халĕ шăл хушшинче пур пекех. Изамб. Т. Вăл сана час-часах шăл хушшине хĕстерет (шăл хушшине хурат). Микушк. Тăшман шăлĕ хушши сайраран (зубы врагов не коснулись нас). N. Çав шуйттанăн çивĕчĕ шăлĕ айне кĕрсе ӳкес марччĕ. N. Тĕп пултăр – шăлĕ-масарĕ. (Скажет, кто не жалеет зубов). Синьял. Эпĕ питĕ лайăх ӳсрĕм вонçичĕ çула çитиччен, вунçич çула çитсессĕн, çын шăл айне хĕсĕнтĕм. Ядр. Пире апи çуратнă, чул хушшинче çуратнă. Шăхан ту хĕрĕнче ӳстернĕ, çавăнпа эпир çын шăль (= шăлĕ) айĕнчен тухаймастпăр. Сĕт-к. Ял варĕнче çитĕнтĕм, çын шăль (= шăлĕ) айĕнчен тохимарăм. Шорк. Çинĕ чухне шăл айне темĕскер лекрĕ (на зуб что-то попало). Кан. Аран шăл витĕр калаçать. Юрк. Эрех ĕçекеннисем, пĕр чĕнмесĕр, йăл-йăл-йăл шăл витĕр кулса анчах тăраççĕ. Баран. 23. Куç курать те, шăл витмест. Хоть видит око, да зуб неймет. Чураль-к. Каçтăркан çырли çима тутлă, çима тутлă, шăл витмест. Ст. Чек. Аçтăркан мăйăрĕ çиме тутлă, катма тăтăм, шăлăм, ай, витмерĕ. Ай-ай, савнă тусăм, хура тусăм, илме тăтăм, шăлăм, ай, витмерĕ. П. Федотов. Ватă карчăкăн мĕне шăл витмест? Ст. Чек. Шăлне çиет. (Говорят о том, кто во сне скрежещет зубами). Полтава 96. Шăл çĕмĕрсе ылхану (скрежет), ăнран кайса калаçу, халăх сасси кăшкăрни, туп янтраса çĕмĕрлни, тупăртатса чуптарни, лаша хуйса кĕçенни – пур енчен те илтĕнет. || Зубец, зазубрина. || Зубья (у пилы, берды, бороны, гребня, чесалки). Ст. Чек. Виçĕ хĕç шăлĕ. || Пальцы шестерни (на мельнице). Сюндук. Изамб. Т. Ул урапан хĕрринче шăлсем пур. || Спицы (у телеги). || Копылья (у саней). Изамб. Т. Çуна тупанĕсем çине шăлсем лартаççĕ. Пазух. З6. Çунаçăм, çунаçăм, ай, сакăр шăл, сакăлтана каймин, ай, юрĕччĕ. || В переносном знач.— зерно. Трхбл. Пĕр шăл тырă та çук. Нет ни зерна хлеба. Ст. Чек. Куштансем мукаçей кĕлетне пĕр шăл тырă хывмарĕç (не дали ни зерна хлеба в общественный магазин). Т. VI. 30. Тăррине чакан пек пар, тĕпне хăмăш пек пар, пуç çумне пуç хуш, шăл çумне шăл хуш. (Из моленья). || Комочек (соли). Якейк. Пĕр шăл тăвар, кусочек каменной соли. Сорм.-Вар. Сыпрăм-пăхрăм шӳрпине, виç шăл тăвар кирлĕ мĕн. N. Вĕсем час-часах пĕр татăк çăкăрсăр, пĕр шăл тăварсăр ларнă. || Штука, единица. Т. VI. Пĕсмĕлле пĕр турă, така пĕр шăл пулсан та, кĕлте çыххи пушă пулсан та, çĕрĕк пăяв пĕр шăл пулсан та, сысна пĕр шăл пулсан та, эсĕ ан пăрах, хаярлă куран кайнă пулсан та, çын çиллисемпе пулнă пулсан та... (Из моленья). || См. тура-шăл.

шăнт

понуд. ф. от гл. шăн; холодить, заморозить, замораживать, студить. Ермошкино. Каç енне шăнтрĕ. К вечеру подморозило. Ib. Шăнтнă. Подморозило. (Так скажет человек, который, например, вышел на двор и видит, что земля замерзла). В. С. Разум. КЧП. Шăнтнă хыççăн юр çусассăн, лайăхчĕ. Орау. Çĕрĕк сивĕрехчĕ, шăнтма хăтланчĕ. Сятра. Паян каçпа шăнтса лартса. Нынче вечером заморозило. Изамб. Т. Паян пит хытă шăнтрĕ, подморозило. N. Каçпа çомăр çувать те, ирпе шăнтса лартать. Регули 565. Шăнтма поçлать, сивĕтме поçлать, вĕремĕ килет. КВИ. Шăнтать ĕнтĕ кунсерен, çитрĕ ĕнтĕ кĕркунне. N. Унччен шăнтса тăратчĕ. До того времени стояли морозы. Г. А. Отрыв. Кунĕпе йĕпе тăман çунă, каçпа шăнтса пăрахнă, ни лашасам шăвармалли çук, сивĕ пулнă. N. Вĕсем пире шăнтаççĕ. Они нас морозят (сейчас). N. Вĕсем пире шăнтса усраççĕ. Они нас держат в холоде, морозят (всегда). N. Ачасене ан шăнт, не студи. Ала 91. Ачи кĕçех урине шăнтса яман. N. Шăнтать вăл, в них в перчатках) зябнут руки. Баран. 77. Вăл çăмăл, мамăклă çеп-çемçе. Хĕрĕх крат сивĕ чух та шăнтмасть, çиле анчах чараймасть. О сохр. здор. Эппин тумтире йĕпенсен никçан та тăхăнса çӳреме юрамасть, ун ăшĕнчи шыв пире ăшăтма мар, шăнтса анчах çӳрет. Орау. Сивĕ сĕт çирăм та, пĕтĕмпе шăнтса ячĕ (озяб от холодного молока). КС. Сив чир çынна шăнтса чĕтретет. Ib. Пĕре шăнтса пăрахать, тепре ăшăрхатать (во время болезни). N. Леш шывра пулла шăнтса хурат, ниçтан та тухма пулман. N. Çапла мăнтарланса çитсен хура пусаççĕ, ăшчиксене кăлараççĕ, тĕкне-мамăкне татаççĕ те шăнтаççĕ. НИП. Яшка çуне шӳрпе çинчен пуçтарса илеççĕ те тула кăларса шăнтаççĕ. || В переносн. значении. КС. 50 тенкĕ шăнтрĕ. Ib. Çав çынтан вăл укçа илчĕ те, кайран шăнтрĕ (отрекся).

-шăн

послелог: за, из-за, для, ради и т. д.; пишется слитно с тем словом, которым управляет. См. -шĕн. КС. Маншăн ал пус. N. Михала пичишăн та салам яратăп. Юрк. Вĕсем (они) паян саншăн пулĕçĕ, ыран маншăн, тепĕр кунне тепĕриншĕн. Ib. Хулари ывăлĕ Карачăм патне час-часах укçашăн (за деньгами) кайса килеççĕ. N. Мускав хуçисем, панкăрут пулнă çыннисем патне укçашăн килсен, нимĕн те илейместчĕçĕ. N. Хăяршăн анчак кайрăн-и? Регули 1093. Вотăшăн кайни анчах. Чăв. еп. пур. З2. Çыншăн сывлăхран хаклă япала çук. Альш. Пĕр-ик çавра юрăсем юрласшăн хăвараймăп сирĕн те кăмăлра. N. Ху мана юратнăшăн та пулин ăна асту, лайăх пăхса усра. Урмай. Çакă ялăн çул вăрăм, çул вăрăмшăн килмерĕмĕр, хĕр вăрăмшăн килтĕмĕр. N. Пуç ыратнăшăн амаль илсе килтĕм. || С будущим причастием составляет форму супина и обозначает намерение и цель. Регули 273. Эп паян каясшăн марччĕ. N. Вуласшăн, намереваться читать.

шăпăр

подр. звуку при падении дождя. СТИК. Шăпăр-шăпăр çумăр çăват. Савельев. Шăпăр-шăпăр çумăр çăвать те, шыв арман хуçи хĕпĕртет. Якейк. Шăпăр-шăпăр çăмăр çăвать (не сильно, или шăпăртатса çăмăр çăвать). Янш.-Норв. Эй, аслă пӳлĕх! аслă пӳлĕх амăшĕ! Шăпăр-шăпăр çăмăрна пар, ырă сывлăмна яр. (Из моленья „Çăмăр чӳкĕ“). Сред. Юм. Çăмăр пит çунă чôхне трупа тăрăх анса шăпăрр туса йôхса анчĕ. Çутт. 112. Тумласем шăпăр-шăпăр туса лараççĕ. || Подр. течению слез. НР. Варли шыв пул тенĕ чух кушшуль шăпăр! туминччĕ. Когда милый при прощаньи скажет: будь здорова! — не полились бы слезы. СТИК. Куççӳлĕ шăпăр-шăпăр тăкăнат хăйин. Ачач 13. Амăшне кура, пĕчĕк ывăлĕ те тӳссе тăраймарĕ: куççулĕсене шăпăр-р юхтарса антарчĕ. Анчах çапах йĕрсе ямарĕ хăй. ПТТ. Тата кăлăх чипер шăпăр-шăпăр куç çуллĕ те тухат. ЧС. Хăйĕн куçĕнчен куççӳлĕ шăпăр-шăпăр юхать. N. Куç шулĕ шăпăрр юхса анчĕ (несколько капель беспрерывно). Крат. расск. 21. Куççулĕсем шăпăр-шăпăрах тумласа аннă. N. Куç çӳллисем (у него) шăпăр-шăпăрах тумласа аннă. || Чураль-к. Шăпăр-шăпăр тар юхать, тарне шăлма тутăр çук, тутăр тума арăм çук. || Ст. Яха-к. Вĕсем тата хывса тăнă чухне çурта шăпăр-шăпăр тумласан: аюй, ачам, ан макăрсамах, ха пăхăр-ха, вилнĕ çын куç-шулĕ епле тăкăнать, теççĕ. || ТХКА 81. Шĕшкĕсене иккĕн тытса лăка-лăка силлетпĕр те, шăпăр-шăпăр мăйăр тăкăнать.

шăрат

топить, растопить (масло, сало). N. Çу шăрат, топить масло. Сред. Юм. Çу çôрхахĕ пôр-ха ман, кăмакана лартса шăратас пôль-ха. Бур. Мана курайман çынсем çамрăк чĕре çуне шăратат. N. Ăшăм-чиккĕме, чĕреме шăратсах пăх. С. Алг. Йыснаçăм, йыснаçăм тиек пек, ăстанпа шăратнă çурта пек. ЧП. Шăратса янă çурта. Тогаево. Пирĕн касăн хĕрĕсем шăратса лартнă çурта пек. ||Палить. Шурăм-п. № 6. Хĕвел хĕртсе пăхать, шăратса ярас пекех. Урож. год. Хĕвел пăхать шăратса. || Плавить (металл.) N. Пăхăр шăрат, медь плавить. || Залить. Слакбаш. Çĕлекелесе кăна хунă, шăратса хуман (не залили ей калошу). || В переносном смысле. N. Кăвак-çутран шăратнă акапуç, туртийĕ хушшинче хĕвел ташлать. || Исполнить с чувством А.-п. й. 99. Сахар пырать вăрманпа хăй юррине шăратса. Кан. Танюк аллисене мăн курăнми пулличченех ял енелле сулса илемлĕ юрăсем шăратса кайрĕ. Ск. и пред. чув. 13. Пĕр пуянăн сарă хĕрĕ, вĕçен чĕкеç евĕрлĕ, шăратнă, тет, юрăсене. Ib. 108. Пĕрне-пĕри юратнă. Ырăлăхлă каç çинчен вĕсем халап шăратнă çапла пĕрле каçсерен. Хастарлăх 4. Комсомол яччейккисем хăйсен чун-халне хутсем çине шăратма пуçларĕç. N. Хăш-хăш саспаллисем унăн савнă саспаллисем пулнă, вĕсем тĕлне çитсен вăл йăл кулса, куçĕсене мăч-мăч хупа-хупа, тутисене пăркаласа-шăратса пынă. N. Чĕкеçпеле Еркиней туй тăвĕçĕ шăратса. Ск. и пред. чув. 55. Шăратса ярса ĕçе ĕçлетчĕ, нимĕнле çынна та парăнмастчĕ. Урож. год. Юмах ярать юратса, ĕçне тăвать шăратса. N. Инçе кайса манмарăм шăратса янă куç хăрнăкĕсене. Ау 341. Инçе кайса манăпăр шăратса янă куçусене. || N. Мул-пуянлăха сыхласси ӳт-тире шăратать.

шăрка

гнида. Яргуньк. Хĕр шăрка пăхнă чухне Иван çăвăрса карĕ, тет. Чув. календ. 1910. Мунчара тăварлă йӳçĕпе пуçа çусан, çӳçри шăрка, пуç тасалать. А. Турх. Лаша çине шăрка лартать. (Насекомое оставляет яички). Городище Б. Шăркам та сикмест. Ни капельки не боюсь. || Цвет на хлебах, во время опыления. Баран. 110. Çурхи тырă шăркара чух, вĕсем (жучки) ытла та нумай ĕрчесе çитеççĕ. Т. Григорьева. Тырă çине шăрка ларсан, тырă тутă пулать, теççĕ. N. Ыраш шăркине тăкнă. N. Ырашсем шăркине тăкнă. N. Ыраш шăрки тăкăнсан. Шел. П. 5З. Çуртырри пуçаххисен çумĕнче шăрка яраписем шăрçа ярапи пек сап-сар курăнса, вĕлтĕртетсе тăраççĕ. || Плесень, грибки на пиве.

шăттар

понуд. ф. от гл. шăт, заставить расти. См. шăтар. Суждение З1. Анчах вĕсем те хăйсем ĕссĕнех çĕре, çын пĕртте сухаламасăрах, сӳремесĕрех, тыррине акмасăрах шăттарса ӳстереймеççĕ. N. Çĕр хăй çине... йывăçсем шăттарса кăлартăр.

шăтăр-шатăр

подр. разнобразному и довольно грубому треску. Тюрл. Шăтăр-шатăр туса çунать. СТИК. Кăмакана кĕлте чикрĕм те, шăтар-шатăр туса карĕ (вспыхивавие соломы). А.-п. й. 44. Вĕсем пырсанах, улăм çиме тапратĕç,— çавăнпа шăтăр-шатăр тунине илтсессĕн, эсĕ шаларах пытан. Трень-к. Пăхатпăр, ним те курăнмасть, тĕттĕм, ачасем улмана шăтăр-шатăр тутарса татни анчах илтĕнет. Сред. Юм. Пырса кĕтĕм пĕр çĕре, ниçтан тухма та çук; хăвăртрах пĕр чартакне шăтăр-шатăр хуçатăп та тôхса утăнатăп часрах. 93 çул, 57. Хупăрлакансем çапнăран арча шăтăр-шатăр! тутарнă. N. Шыв тулса улăха тухса каять. Шăтăр-шатăр тутарать те арман пĕвине илсе каять. N. Шăтăр-шатăр тутарать (арçури). КВИ. Чӳхенеççĕ хумсем, çил улать, шăтăр-шатăр юпа авăнать... Играют волны, ветер свищет, и мачта гнется и скрипит. Альш. Акă çул çинче пĕри пырать чуптарса, шăтăр-шатăр, шăтăр-шатăр тутарса. Вот один из них скачет по дороге, стучит и гремит. || В переносн. значении. N. Вăл пит шăтăр-шатăр. Сред. Юм. Кил тенинче пĕр те шăтăр-шатăрсăр иртмест ô. В доме без всяких неприятностей не бывает.

шĕчĕ

то же, что шерте, жердь. ЧС. Вĕсем вара, хай илсе пынă шĕчĕсемпе çумккана тарăн çĕртен ăшăк çĕререх кăларас тесе, шыва пăлхата пуçлаççĕ.

штав

штоф. Сред. Юм. ЧС. Пĕр штав эрех. Чăв. й. пур. 190. Хупахран мана валли пĕр çур штав эрех илсе кил. Янш.-Норв. Вĕсем унта пĕр витре сăра, тата çур штава яхăн эрех илсе ĕçсе çиеççĕ.

Шхасан

то же, что Шăхасан (село Шихазаны). Нюш-к. Арçынпа хĕр Шхасан пасарĕнчен тавăрăнаççĕ, тет. (Вĕсем Елпуç таврашĕнчи чăвашсем пулнă). Нăрваш витĕр тухнă чух, хапха айĕнче ларакан çынсем: „Ай-яй ку хĕрпе яш питĕ май килет“,– терĕç, тет. Хĕрĕ: „Çук, апла мар, ку яшăн амăшĕ ман аннен хунямăшĕ пулать“, — терĕ, тет. Кампа кам тавăрăннă Шхасантан? (Ашшĕпе хĕрĕ).

нарат

в прежнее время — мелкий торгаш в развозку, офеня. Трхбл. Пирĕн ĕлĕк хĕлле çунапа таçти вырăссем вак-тĕвек тавар сутса çӳретчĕç. Вĕсем урам тăрăх пынă чух: нарат! нарат! тесе кăшкăрса пыратчĕç. Вĕсем кушак виллисем те илетчĕç. Çав вырăссене нарат тетчĕç. См. ватрас.

Никĕс пăтти

назв. моления с кашей при заложении фундамента дома. Магн. М, 108. НАК. Никĕс пăтти. Пӳрт лартнă чухне вĕсем (чуваши) никĕсне чипер вырнаçтарса лартса çӳлелле виçшер йӳн (пĕрене) хурсассăн, çавăнта пӳрт варĕнчех пăтă пĕçерсе, турра: çак çĕнĕрен лартакан пӳртре пур семьепе чипер килĕштерсе пурăнмалла тутăр, тесе, хăнахăнăрпала, пĕлĕш-тантăшпала чипер ĕçсе çимелле пултăр, тесе, кĕл-келесе çиеççĕ. Çавăнпа вĕсем пăттине çиме йăлти çынсене пурне те чĕнеççĕ; тата, ăрамра кама курнă, ăна чĕнсе кӳртеççĕ. Çав никĕс-пăттине çиме пыракансем хăйсемпе пĕрле е укçа, е парне илсе пыраççĕ. Парнепе укçа илсе пыманнисем кучченеçсем пĕçерсе илсе пыраççĕ.

ниме

помочь. Тюрл. Сред. Юм. Хôралт куçарнă чôхне, ôхтарнă чôхне ял-йыш халăхне ĕçлеме чĕнсен, ниме тунă, теççĕ. Мамли-к. Тата хăш чух ниме тăваççĕ: вут ними, пӳрт ними, вара ун чухне матур вăйлă çынсем тухса каяççĕ лашасем кӳлсе. Нюш-к. Выртмара мĕнте, е нимере, вара, вĕсем пулсан, кулмасăр çӳреймĕн (не удержишься от смеха). СПВВ. ИА. Пӳрт пурас пулсан, ниме тăваççĕ. Никит. Пӳрте пуян та, чухăн та, нимене чĕнсе, нимепе улăхтарат, нимепе мăклат. Ib. Миките пичче ниме тăват, нимене килĕр. Кан. Ниме пек кĕрлесе, ялĕ-ялĕпе пĕрер кун пурăнса кайнă.

нимĕн

(н'имэ̆н'), ничто, ничего. Юрк. Нимĕн тума пĕлмесĕр каллех Алекçейне хăй патне чĕнсе илет. N. Вăл нимĕн те мар: хутаç хутаçах, сурпан сурпанах, тӳре мар [пишущий смешивает тӳрĕ (nom. dactonis), тӳре судья]. Юрк. Пӳрчĕ çуннине курсан, хăраса, ни сӳнтере, ни кăшкăра, нимĕн тума пĕлмеççĕ. Ib. Ку çапла ӳсĕрĕпе килте çук япалана, сутăн илменнине ыйта пуçласан, нимĕн калама та аптăрат. Баран. 87. Нимĕн тăвайман енне, ямшăк лаша таврашне тӳрлетсе çӳрет. N. Нимĕн мар айăпшăнах сана военный сута пама пултараççĕ. N. Халĕ вĕсем пĕри те нимĕн тума пĕлмеççĕ. Сборн. по мед. Вăл тĕле йĕппе чиксе пăхсан, нимĕн чухлĕ те ыратмасть. Альш. Тата çавăнтах, юнашарах, çиччĕ-саккăр тенкĕшерлĕх кĕмĕлсем çакăнса тăраççĕ, хыçалта нимĕнех те çук. Ib. Пĕри кĕрет, тепĕри тĕртет. Нименне пĕлмес, курма пынă (ребята). Букв. 1904. Ăна пытарнине эпĕ нимĕн те астумастăп. N. Ку вăрмана ĕнтĕ нимĕн пулсан та (ни в коем случае) касмăпăр, тесе тупа турĕç. N. Ун пек чух упи парăм илме пынă çын пек нимĕн час каймасăр, тек каллĕ-маллĕ пăхкаласа, çиме кăлăрса парасса кĕтсе тăнă. Синерь. Мăнаçи тирки ман тиркĕ, нимĕн туса та упĕнтереймĕн. (Йитем). N. Тарçи, нимĕне пĕлмесĕр, çав çырăва княç ашшĕ патне илсе çитерсе панă. КС. Нурса кайса выльăх лекĕрине илсе килтĕм, вăл та нимĕн пулнине те пĕлмерĕ (не мог определить болезни). Ст. Сережк. Алăсем-урасем шăнса кайса нимĕн туйми пулатчĕç. ТММ. Нимĕн çукран нимĕр. БАБ. Нимĕн тума та çук. Ничего нельзя поделать. N. Вĕсем ĕненменни туррăн тĕрĕслĕхне çухатать-и мĕн вăл? Нимĕн чухлĕ те (нисколько). О сохр. здор. Вара пилĕк тĕслĕ япаласем (вещества) пурте çителĕклĕ пулаççĕ, нимĕнĕ те сая каймасть. N. Нимĕнрен малтан чун çĕрне хушасшăн тăрăшас пулать. N. Çавна илсе кĕрсе пăрах та, вăл нимĕн те мар вилĕ. Изамб. Т. Укçа пур та мĕн, нимĕн те мар. ГТТ. Çын вĕлерни вĕсемшĕн нимĕн те мар. Ала. 11. Нимĕн туса та паман. || Никакой. Ст. Чек. Нимĕн тутарĕ те çук унта (вместо: пĕр тутар та çук унта; ниепле тутар та çук унта). N. Çапла вара пĕвесенче нимĕн шывĕ те юлмарĕ. N. Эпĕ мĕнлетлĕ шанса, ĕмĕтленсе тăнă çĕртен, нимĕн ĕçре те намăса юлман (не плошал).

ни

(н'и), частица соответствующая русск. ни. М. Васильев № З, 32. Мĕн сăлтавпа кĕтĕн эс, мĕскер полчĕ-ха онта? Ни çын килни илтĕнмес, ни куçармаç ман çорта. Чăв. й. пур. Халĕ ĕнтĕ çĕнĕ çĕрте ни çурт тăвайман, ни укçи пĕтнĕ. Ib. Иван вара ни салтака каяйман, укçине ахалех пĕтернĕ. N. Кунта пирĕн ни кунĕ кунĕ, ни çĕрĕ çĕрĕ? N. Вĕсем ни çурăлаймаççĕ, çурăлнисем те тăкăнса пĕтеççĕ. Яргуньк. Тилĕ тус калат, тет: кунта пирĕн пата ни хут килмест, тесе каларĕ, тет. Пазух. Ни юртти çук, чуппи çук. Прахăр хварăр çырмана. Чуратч. Ц. Ни кăçкăрма сасси пĕтет, ни сиккеленмелле мар. Орл. II, 249. Ни ати мар, ни апи мар, пуççапмасăр кĕримăп. (Авăн вăчахĕ). Чураль-к. † Çакă яла килтĕм те, ни сар хĕр çук, сар хĕр çук, хура хĕр куçран каймарĕ. ЧС. Иккĕш те, усĕрĕскерсем, ни чарăна пĕлмерĕç, тет, ни туха пĕлмерĕç, тет, тӳрех шыва шатăртаттарса кĕрсе кайрĕç, тет. N. Ĕнер хытă ĕçнĕ те, паян ни этем, ни этем мар çӳрен («ходишь сам не свой»).

Нухай чулĕ

(нуhаj), назв. камня. Иревли. Аслă Сĕнчелĕнч чулсене хăвăрах курнă пуль. Пĕр-пĕрин сăмахĕпе вĕсем çинче çыру çук, тата хăшĕ-пĕрин сăмахĕпе пĕр чулĕ çырулă имĕш. Çав чулсене пĕри «Нухай чулĕ» тет; тепри пур, «Мулла чулĕ» тет.

нӳр

(н'ӳр), влага, сырость. Cуждение. Çынни çĕрне сухаласан, сӳресен, тыррине аксан, тин хĕвел ăшшипе, хĕвел çуттипе, çумăр, сывлăм нӳрĕпе тырри шăтса ӳсет. Ст. Чек. Нӳр, нӳр туртнă, нӳрленнĕ. Бес. чув. Анкартинче ялан нӳр тăратчĕ. О сохр. здор. 32. Тата çĕр нӳрĕнчен пире сивĕ чир ан ертĕр тесен, ак мĕн тумалла пирĕн. Альш. † Чĕнтер çиппи чăлха, ĕнчĕ пушмак, епле пусам-ши нӳр çине. || Влажный. КС. N. Вĕсем çĕре нӳр тытаççĕ.

нӳрĕк

сырой, влажный. Питушк. КС. Паян çанталăк нӳрĕкрех (сыроватая). Ib. Çĕр нӳрĕк чух акар тырра. Зап. ВНО. Нӳрĕк, сырая погода, нӳрĕк çанталăк. || Сырость, влажность; влага. Орау. Маç аванни ленкрĕ, нӳрĕке витермест. Ib. Пĕртте нӳрĕк çук. Ib. Пĕртте нӳрĕк пулмарĕ; ырашне акасне акасчĕ те, вахăт та çитнĕ те, кĕл çине епле акан? Çутт. 44. Ăçта нӳрĕк, шыв пур, çавăнта пăс пулать. Чĕр. чун. йап. й.-к. пур. 9. Теприсем тен темиçе кун пурăнĕçĕ, анчах вĕсем те, апатпа нӳрĕк сахалран типсе лараççĕ. || Вялый. Кр.- Чет.

пайта

(паjда), польза, выгода. Изамб. Т. N. Вĕсем: çĕр сахалтан килмест, пайта сахал, çавăнтан килет, теççĕ. || Барыш, прибыль. Сред. Юм. Ô та пайта кôртăр ĕнтĕ (барыш). N. Ман матка пайтана пин патнеле çитернĕ. N. Хакĕ ӳсе пуçланă, хуçасем каллех пысăк пайта кура пуçланă. N. Халăх тĕттĕмрех пурăнакан çĕрте суту-илӳ тăвакансем шутсăр пысăк пайта илнĕ. N. Вĕсем пурте пĕлекен çынсем тупса, ĕçе вăрманран нумай пайта курса пурăнмалла туччăр.

пайтахăн

(паjдаhы̆н), довольно в большом количестве. N. Çапла вĕсем пайтахăн пухăннă та...

панче

(-н'џ̌э), то же, что патĕнче. Якейк. Эп конккă çинчен чӳркӳ панче антăм. Я слез с конки у церкви. Сред. Юм. Чавса панче те, çыртма çук. Регули 634. Он панчи çынсам пре те йорал мар. Ib. 619. Он панчен (онтан) илнĕ (тытнă) çынсам пор те лайăх ĕçлеççĕ N. Вĕсем мĕн панче пурăнаççĕ. ТХКА 35. Энтри пасар панчисем. N. Ĕç панче = ĕç çинче.

пар

дать, давать, подавать, отдавать. Турун. Хуçа вара: çĕр тĕнкĕ парап пĕр çăмартине, тенĕ. Регули 509. Эс окçа та паман-ç халь мана. Ib. 450. Ман хамăн номай полинччĕ, (номай полсан) парăттăмччĕ. Ib. 676. Эс пани çĕмĕрлнĕ. Ib. 662. Эс панă окçа конта. Ib. 663. Эс панă окçана эп çохатрăм. Ib. 664. Атти мана панă лаша лайăх манăн. Ib. 312. Вăл мана окçа панă полсан, эп каяттăмччĕ. Ib. 1082. Çак утшăн çĕр сом парать вăл. Ib. 671. Мана паракан çын çавă. Ib. 320. Вăл мана окçа он чох парсаччĕ, эп кайсаттăмччĕ. Ib. 293. Окçа пор хошăра кисен, парăп сана. Ib. 1458. Эп итрĕм онтран, вăл мана пачĕ; при (= пĕри) килте, тепри вăрманта. Ачач 99. Мĕн юрать? парам акă сана пĕрре. N. Ним те парса кăларманшăн... N. Халĕ эсĕ кама парса ыр кăтартатăн. КС. Памаллах пар, совсем отдать. ЧС. Вара пур ачасене те икшер çăмарта парса тухат (раздает). Хурамал. Çырлаха пулин пар, турă. Кан. Сахал пачĕç, терĕ çуннă çынсенчен пĕри. Юрк. Эй, чунăм, эсĕ мана çурри чуна çурса париччен, пĕтĕм мулна парасăнччĕ, тет. ТММ. Аллупа пар та, урупа ут. Орау. Парсам, ан тилмĕрт çынна! Отдай, не томи человека! (Говорит жена мужу о другом человеке). Ib. Каймасп — парам эп сана, кахала. Ib. Пуç ыратать — парам эп сана. Сред. Юм. † Кайса кôрас теейсе, малтан хыпар патăмăр (известили). N. † Хура çĕр айне кĕмĕттĕм, хура çăрха парса юлăттăм. СТИК. Сассăна ан пар (не подавай голоса), анти шыраса çӳретĕр-ха, эпĕ ӳсĕрсен тин сиксе тух. (Говорят, когда ради шутки или всерьез спрячут кого-нибудь при приходе постороннего лица). Никит. Салтакран ним парса та йолмасть (не отстает), тет. Синерь. Икĕ ывăлне икĕ çĕре кĕтю пăхма панă (отдал в пастухи). N. Хăйĕн аслă ывăлне вĕренме çын патне панă (отдал на ученье). Ала 8°. Эсĕ пирĕн çуккине ăçтан парса çитерĕн. ||Сдавать. Ирч-к. Атăл параççĕ. Сдают Волгу. || Орау. Паян географипе экзамĕн патăм. || Выдавать замуж. Якейк. Арăм илес тесен те, парас çĕртен парас çок (не выдадут). || Принести в жертву. ЙФН. † Корак-касси хĕрĕсем, пирĕн пата пырасшăн, турра така панă, тет. (Туй юрри; насмешка). НАК. Тата киремете пама ял пуçне пĕрер вăкăр е така хатĕрлесе хураççĕ. || Бить, ударять. Кан. Шалта рояль клавишсем çине чышкăсемпе параççĕ, тулта вăрçаççĕ. Янбулат. Опăшки тăчĕ те, ачана ричакпа парать те парать, хытă хĕртрĕ ачана. Йӳç. такăнт. 17. Атте тухса кайнă чухне, лашана пĕр-иккĕ пачĕ те, кайăк пек тухса вĕçрĕç. N. Лайăх тăракан çыннах пычĕ те, хăлха чиккинчен пĕрре пачĕ (ударил по уху). || Copiam sui facere, marem ad se admittere. || Доносить, ябедничать, клеветать. N. Вара ун çннчен элек парса, ăна тимĕрлесе тĕрмене хуптарнă. || Употребляется в качестве вспомогательного глагола. Толст. Ыран кил-ха, уйăрса парĕç (отроятся), эпĕ вара сана амине кăтартăп (матку пчелиную). Юрк. Сăрисене ĕçсе параканнисем, куркисем тĕпне укçа ярса, тепĕр хут сăра тултарса кĕрӳшне ĕçтереççĕ. Ib. Никăш пĕлсе каласа параканни çок. Орау. Апат çисан кайса пама пулать ăна. Ib. Чăмласах памалла-им тата? 1) Неужели ты не понимаешь? 2) Ешь, раз тебе дали. Эльбарус. Пĕр çын чопса пыра парать. Имен. Виç çол иртсен Елена Петр ятлă ача çоратса панă, а Фекла Нйколай ятлă ача çоратнă. N. Теçеткийĕ 40 тенкĕ тăрать те, сире катса паратпăр ĕнтĕ (сбавим); илĕр, илĕр! тесе кăçкăраççĕ. Чăв. ист. 31. Чăваш чĕлхи укăрпа финсенчен пуçланса кайнине ниепле те кăтартса пама пулас çук, тет. О земл. Тарăн çемçе сире (в слое) тырă тымарĕсем сарăларах параççĕ. N. Кĕлтĕне капан çине ывăтарах пар. Менча Ч. Утемĕш вăл хăй çынсене пит нуммай асаплантарнăран, хăй те: асапланарах патăр-ха, тесе часах тӳрлетмен, тет. Орау. Çиярах парăр (ешьте больше), çиярах парăр, каçсăр урăх апат мĕн пулас çук. Юрк. Вĕсем çавна курарах парасчĕ. Абыз. † Тухать и та тухмаçть-и, часрах туха парсассăн та, хĕреслĕ тенкĕ парас, тит. (Свад. п.). БАБ. Хыçалалла çаврăнса пăхатăп та, хам патăмрах пĕр темĕскерле, пăхма çук хăрушă, уна пекскер тăра парат. N. Вăл çапла лашине хăварса чупса пынине пĕр çын пăхса тăра панă (как раз видел), тет. Т. VII. Малти (человек) пĕр усăнса тăракан çаппа тытрĕ, тет те, кайри (человека) çине яра пачĕ (как пустит, в лесу), тет. ЧС. Эпĕ ăна куртăм та, хама калла килсе хĕнесрен хăраса, киле тара патăм. N. † Ташлăр, тантăшсем, симĕс шăрçа ярăмĕ пек; силленеех парăр-ха, сарă шăрçа ярăмĕ пек; саркаланса парăр-ха (= развернитесь-ка во всю, чтобы показать свое искусство в пляске. Хĕр йĕрри). Кан. Лач-касси ялне кăçал çула Яншихăв леçниччĕстви 81 ĕне Тăрмăш таччине ямалла туса пачĕ. ТХКА 38. Хамăр ĕçлемесен, пире çын ĕçлесе парас çук. N. Лучше эсĕ авланса ямалла та и пурăна памалла. N. Пристăнь çинчен пакаш йăтса та параççĕ, шыв та йăтса параççĕ, вутă та татса çурса параççĕ. Баран. 98. Çав хушăран эпĕ ăйха кая панă. ВС. Разум. КЧП. Эсир сĕтел хушшинче ĕçлерех паратăр çав. ТХКА 27. Асту, ӳке паран. N. Вĕсем каялла çавăрăннă та, тара панă. СТИК. Чупа панă (чупса çитнине чарăннине кăтартмаст; чупрăм карăм, чупрăм килтĕм, чупрăм çитрĕм — обозначает законченность действия). Альш. Лешсем урайне шурă кĕçе сарса хураççĕ, тет. Качаки варалать парать, тет, кеçине.

парăм

(пары̆м), долг, подать, налог и пр. Беседа. Кам çинчен парас парăм. Т. VI. 5. Çияс çимерен, парас парăмран эсĕ сыхла, эсĕ упра. Н. Шинкусы. Парас парăмран, илес тулăкран парса илмешкĕн ырă ăс-хакăл пар. (Моленье). Хĕнхур. Вĕсем çынна нихăçан та парăма мĕне кĕмен (не одолжались). Орау. Ан каскала, таккулăх каскаласан парăм пулать, тет. (Говорят ребятам). Юрк. Манăн çынсене тӳлес парăмăм пур. КС. Парăм нумай унăн. Он много должен. N. Ĕçлекелесе парăм та татрăм. N. Вĕсем пурне те, парăма кĕрсе пĕтрĕç. Они всем задолжали.

парăн

(пары̆н), поддаваться, покориться, повиноваться, подчиняться; отступиться. Истор. Кайран поляксем чăтайман, хăйсемех. парăннă. . Вĕсем иккĕшĕ те пĕр-пĕрне парăнмалласкерсем пулман. Чув. Сормы. Улăх утине çулнă чух, хир утисем парăнчĕç (не пăрăнчĕç?). Чăв. й. пур. 32. Акă! Еçтук, хăй ĕмĕрне укçана парăнсах вилнĕ. К.-Кушки. Кушкă хĕрне илнĕ чух Таяпа хĕрĕсем парăнĕç (отступятся).

парăнтар

(-дар), подчинить, покорить. Юрк. Хусан патшалăхне вырăссем, пĕтĕмпе туртса илсе, Мускава парăнтарнă. Истор. Хозар ятлă халăх парăнтарчĕ те, халĕ хĕсĕрлесе пурăнать N. Вĕсем Персея та, вăрçăра çĕнтерсе, хăйсене парăнтарнă.

пархатар

(парhадар), благополучие, добро. КС. Ырă кур, пархатар кур. N. Вăл паянах сан енне кăмăлне çавăрса тӳрĕлĕхӳ тарах ырă сунĕ сана (в рукоп. пархатар кăтартĕ). Н. Карм. Пархатар — пожелания юратнă çынна: ырă куртăр, пархатар куртăр, ыр çынна куртăр. Шибач. Эпĕр конта ларса пархатар коримăпар. Сред. Юм. Аçу-амуна хисеплемесен, çынтан ватанмасан, пархатар кораймăн. Т. II. 62. Ырă курăр, пархатар курăр, ваталаччен, йӳтеччен пурăнăр. Чăв. й. пур. Кăна парахмасан, пархатар курас çук, тенĕ. Если не отмените решение, не будет вам добра. Перев. Вĕсем хăйсен эмерĕ таршинех пĕрне-пĕри пулашса, пархатар курса пурăннă. N. Ĕмĕр-ĕмер пархатар куртăр. || N. Вăрçă майĕ перте пархатарĕ çук. || Польза. Ск. и пред. 3. Санта пархатар сахал, эсе манан херĕм мар! N. Ну, сантан пархатар пулмас иккен. Якейк. Сантан пархатар корас çок. От тебя не жди пользы. Чураль.-к. † Темпĕр-темпер параппан, параппанне çапсан та, пархатарне курас çук. СПВВ. ФВ. Пархатарсар çын = усасар çын; санран пархатар пули вара, аçу-аму ятне çĕртĕн, теççĕ. СПВВ. Пархатар курас; пархатарсăр пулчĕ. Ib. Пархатар пулат (польза, лад). || Употребляется в качестве усилительного слова в смысле: очень, без числа. КС. Пархатар çук нумай? (Очень много, напр., çырла, мăйăр). N. Пархатар вăрçрĕç.

пат

послелог, указывающий близость. См. пет, çум. Якейк. Пӳрт çинчен йор моклашки (комок снега) татăлса анчĕ те, ман пата (возле меня) тӳрех ӳкрĕ. Çĕнтерчĕ 13. Хам патăнта ĕçленĕ чух. Орау. Хăвăр патăрта ĕç çук-и? Нет ли у вас у самих работы? Ib. Чăваш арăмĕ, сăмах пĕтсен, тухса кайиччен-и, хăй панчен хăна тухса кайнă чухне-и: сыв пул тати, тет. Тем пулат вара вăл «тати»? Вăл сăмах «сывă пул тата», «тепре куриччен» тени патнелле пырат пулмалла. Ib. Утаралла карĕ, пошел по направлению д. Отары (ее видно, м. б. идущий пройдет и дальше). Утар енелле кайре, пошел в сторону д. Отары (деревни не видать и о ее направлении лишь заключают, напр., может быть за горой); Утар патнелле кайрĕ, пошел близко к Отарам. N. Каç пулсан, эпир унпа ларса (в экипаже) кӳрĕш яла, хĕр патне тесе, тухса кайрăмăр. Шугур. Мана вара усрама пĕр начар çын патнĕ пачĕç (к бедняку). ЧС. Пирĕн патра пĕр ватă çын пычĕ. К нам пришел один старый человек. Бес. чув. 3. Ял патĕнчен кăнтăр енче Ч. ятлă çырма пулнă. Собр. Чавса патĕнче те, часах çавăрса çыртас çук. (Послов.). О сохр. здор. Мăйĕ хăлха патĕнченех шыçса кăять. Эльбарус. Онччен те полин ман патналла çамка çинчи сăнакне (знак) çутатса питĕ хытă стрелок чопса пыма пуçларĕ. N. Перĕн патнали (= пирĕн паталли) çынсем çок. Нет людей из нашей местности. Земледелец. Иалсене ял теме çук, пирĕн Пăва, Çĕрпӳ хулисем патне те пыраймаççе (не нашему Буинску или Цивильску чета). Сред. Юм. Самми патне пӳнеттейпе пырса шыранă. Самсона обыскали с понятыми. Ib Патнерех пынапа хай сăрт хĕрлĕ пôлчĕ тăчĕ, тет. Регули 1206. Ĕлĕк вăл ман патра порăнса. Ib. 1532. Вăл кисеснех вăлсам патне кайрĕ. Ib. 1524. Вăл килчĕ он патне, ман атти патне, ман пата та килчĕ (ман пата анчах килмерĕ). Ib. 1142. Вăл сан патран ман пата килче. N. Çав çăмăрлă хура пĕлĕтсем пирĕн патралла киле пуçларĕç. Етрух. Кĕркури пиче патне кайса ларнăч, урăх никам патнех те кайса ларнине астăвмастăп, тет. N. Вăл çын патне питех çӳремест (редко к кому ходит). Синерь. Выçса вилеттĕмчĕ, çак çын хăй патне (к себе) илсе кайса тăрантарса усрарĕ, ачисене кĕтӳ патне (в пастухи, в подпаски) пачĕ тăранса пурăнма, тыра çитмерĕ, тесе калать, тет. Альш. Чапăрлă шывĕ патнерех çитерехпе пĕтет (ту аякки). N. Ху патунтан (= патăнтан) хуса ан яр мана. Кан. Ишчейккăсем патне хурса хăварнă япаласене илес тесе тухакансем пулчĕç те, ишчейккăсем патне те ямаççĕ. N. Ыраш патне тухатпăр. N. Ман патна, ко мне. N. Патне çитрĕмĕр (метаф.). N. Сан пата (у др. патна) килтен хут яраççи? || Около (во временном значении). Трень-к. Эрне патне, около недели, т. е. приблизительно в продолжение недели. Б. Янгильд. Çак ухутник мулкачă çурине пĕр эрне патнелле усрарĕ. N. Хоçи пер çер тенкĕ патнех петерчĕ. || Приблизительно, circiter. О сохр. здор. Крахмал 50 мыскал патнелле пырать. Крахмала около 50 золотников. Ib. Пĕр çынтан тепĕр çынна ерекен чирсем пит нумаях мар, пер çирĕм патне анчах. Кан. 84 проччăн патне пулать. Ib. Черече пин патнелле, тесе, ăсатса яраççĕ. Елаш. Вăл (ял) пĕр çĕр аллă çул патнеллех пулать пуçланса кайни. Эта деревня освована не меньше, как лет со 150 тому назад. || За. N. Пуçтарса хуна пахча çимĕçĕсем вĕсем пурте пĕрле пĕсерсе çиекен апат патне кайна. Синерь. Мĕн шырасси, апай патне (за мамой) килтĕм, тенĕ. Ишек. Унтан вара эпĕ çын пăрçи патне нихçан та кайман (воровать чужой горох). Чăв. й. пур. 11. Ашшĕне эрех патне ями пулчĕ. Ала 9°. Вăл çапла тавар патне тухса каяс умĕн, ун патне пĕр ватă хуçа (купец) пырса кĕнĕ. N. Мĕн патне карăн? — Шу патне карăм (за водой). Регули 1092. Эп окçа патне (окçашăн) килтĕм. Ib. Вотă патне каятăп. || В сравнении. N. Çулленхи патĕнчи ырашăн пĕрчи пит вĕт. || С причастием будущего времени в чувашизмах. Ау 14°. Упа, капантан ута ыталаса илет, тет те, перет, тет, илет, тет те, перет, тет, пере-пере капана пĕтерес патне çитре (разбросал почти весь стог), тет. Регули 126. Каяс патне çитнĕ. Ib. 125. Вилес патнех çитиччен хĕнерĕ. Янгильд. Çорконне, йор кайса петес патнелле (близко к тому времени, как сойти снегу) сорăхсене çитерме тохаççĕ. || Послелог в знач. русск. предлога — к. Регули 1528. Лепле вăл исе килĕ? онăн çынсам çок, утсам сахал тата, он патне тата (к тому же еще, кроме того еще) хăва ĕçне пелимаçть. || N. † И памăпăр, памапăр та, патне çитсен (когда подойдет время), чармăпар. || Яргуньк. Иван ĕçĕрĕ (выпил), тет те, патнех кайса ӳкĕрĕ, тет, Иван. N. Вăл хăй порăннă пӳрт пӳртекӳне керсен, ăна такам аякран çĕçĕпе чикнĕ те, çĕççи патнех çакăнса йолнă. Когда он входил к себе в сени, его кто-то ударил в бок ножом так, что нож остался в боку.

патри

находящийся около, местный. N. Вĕсем патри халăхсен чĕлхисене пĕлччĕр. N. Кунта тупă сасси патри пекех илтĕнет.

паттăр

(патты̆р), храбрый, смелый. Собр. Паттăр çынна ним каласа та çĕнтерес çук, теççĕ. N. Паттăррисем хĕлĕпех çула çӳресе, хăйсен валли укçа тупаççĕ. N. Мала пурне те вăйлисене, паттăррисене тăратнă вĕсем. О заступл. 9. Унта вăл пит чапа тухнă. Ун пек паттăрри никам та пулман. || Здоровый, сильный. Çутт. 152. Çапла ĕнтĕ, тăмана тус, мана, çавăн пек паттăр йăвăçа, лăска тымарсемпе (мочки) йĕппĕмсем тăрантарса пурăнаççĕ. Чураль-к. Хăва начар, пуçĕ паттăр. Юрк. Ĕçе паттăр çын. || Богатырь, храбрец, силач. Собр. Паттăрăн пуçĕ çухалнă, тараканнийĕн йĕрĕ çухалнă. ЧС. Валеçсен юлнă çăмартасене кĕрешсе паттăра тухакансене параççĕ. Якейк. Паттăр пак вăйлă. Б. 13. Çар иртсессĕн паттăр нумай. N. Хăшĕ тухĕ ĕнтĕ паттăра. || Богатырский. Яргуньк. Ах, паттăр сассипе шăхăрчĕ, тет те, вунникĕ ăйăр тиха пычĕ, тет. || Шел П. 64. Пуринчен ытла хурлăхлă юрă Паттăр юрăсем питĕ сахал. || В наречном смысле. Шел. 3. Чăваш халăхĕ авалтанпалах... паттăр кĕрешнĕ. N. Калама çук ăслă паттăр пулнă. N. Питĕ паттăр çапăçаççĕ.

пач

совершенно, совсем. Сред. Юм. Эретпе ларнă çĕрте мана пач пĕчченех пырса пачĕ. Чер. чун. яп. й.-к. пур. 24. Çав (вонючкă) шывăн тумламĕ, асăрхаман хушăран, куçа мĕне лексессĕн, çынна пач (сĕм) куçсăр тăвать. Ib. Ытлашши нумаях та пулмасть, çав çĕр çинче сыснасем пачах пулман. Этем йăх. еп. пуç. кай. 44. Вĕсем çынăн орканисăмĕнчи кирлĕ мара тухнă, пĕтсе пыракан оркăнсене, вĕсем хăшĕ этеме пĕрте кирлĕ маррисене, е пачах сиен кӳрекеннисене кăтартнă. Ib. 33. Çапла чылайччен пырсан, хăш-хăш йăхсем йăлтах пĕтме пултараççĕ, тепĕр енчен, вĕсен вырăнне сыпăкран сыпăка улшăнса пынипе, чылай ĕмĕр иртсен, пачах урăхланнă йăхсем пулма пултараççĕ. Сред. Юм. Ман чôлха пĕр тĕлтен пачах шăтнă. Орау. Ыр сăмах илтес пулсан пачах чарăн, тесе çапать хулхине, кăнтăрлаччен хăлхи янтрасан. N. Пачах суккăр пулса ларнă. N. Пачах вĕренмен, е вĕренсе çитмен çынсем. Кан. Ку тупăш вĕсен налог шутне пачах та кĕмен. Ib. Доклад пĕтсен, тухса калакансем пачах пулмарĕç. Чертаг. Пачах та нимĕскер те полмарĕ-çке кăçал. N. Пач тунать. Нагло врет. || Неожиданно. Питушк. Пачах сиксе тохать сăмах (неожиданно, вдруг). КС. Калаçса ларнă чухне кирлĕ сăмахсем пачах сиксе тухаççĕ.

паха

(паhа), дорогой, драгоценный; дорого, ценно. Н. Карм. Вĕсем (книги) пире темрен те паха. Сред. Юм. Пĕчик ачана пăртак çиç çырла парсан та пит паха. Çĕнтерчĕ 26. Сивĕнесси сивĕнмен те, анчах çак пуян ывăлĕ пахараххине манăн чĕре туятчĕ. Календ. 1910. Пуринчен ытла килĕштерни паха (дорого). Собр. Сутас сутта пахана тăрат, илес тавара йӳнеçтер. (Моленье). Сам. 13. Таптанă, çаратнă паха çĕршывна. Хорачка: вы̆л мана пет пађан тоjы̆нчы̆ (дорого, драгоценно). Ст. Яхак. Çамрăк ачасемшĕн çăварни тата пушшех паха. Икково. † Çăварниран пахи пор, теççĕ: чăнах пор-ши ĕнтĕ çав? Тим.-к. † Эпир каяс çул çинче йĕри-тавра паланлăх, паланĕ ларать хĕп-хĕрлĕ, пире палан мĕн паха? Пала-тăран (знакомый) питĕ паха. Кĕвĕсем. Пахча варринчи улма йăвăççи, пăхса тăма паха-çке (просто любо посмотреть). Цив. † Шурă чечек мĕн паха? пиччепе инке паха пире. N. † Икĕ аллăмра тăватă çĕрĕ, кĕмĕл çĕрĕрен пахи çук, ах ача; ялта сар ача пит нумай, ман Яккуртан пахи çук (лучше), ах, ача. N. Австрисен окопĕсем питĕ паха. N. Паха = илемлĕ? || Старательный, прилежный. Юрк. Ун вырăнне хамăр çынсенчен пĕрне-пĕрне, ĕçе пахарах çынна (трудолюбивого), куçарĕç. || Ст. Чек. Пахасăр, ку çынта паха çук, ăçта хурсан та вырнаçать (всюду уважаем). N. Пахине пĕлмесĕр ĕçлет, не жалея сил или себя (иначе: пахасăр). || Торжественный. Кан. Выстăвкă уçăлнă шутпа паха ларуллă каç пулса иртет || Зап. ВНО. Паха, мягкий, нежный.

пахиллĕх

благословение. Альш. Атте-анне пахиллĕхĕ çитнипе ку таранччен пит аван пурăнатăп-ха. Кĕвĕсем. Атте-анне пахиллĕх парсассăн, пулмăпăр-ши эпир те çурт хуçи. Альш. Пăятам-пăянам, пахиллĕх парăр-а? Ал. цв. 8. Вĕсем ашшĕ пахиллĕхне кĕтмесĕрех качча кайма пуçтарăнаççĕ, тет. N. Спаççипă сире пахиллесе янăшăн: сирĕн пахиллĕх мана тăшмансенчен хăтарса пырат.

пек

(пэк), подобно, как. Янтик. Сан карчăку арăм пек те марччĕ у! тек темĕскер-те-пĕр калаçатчĕ санпа. N. † Шур чĕр çитти юр пекех, пасарта та пур пекех. Вир-ял. † Кил-карти варинче çаврака кӳлĕ, пур пек ырă пулă пуçтарăннă. Изамб. Т. Китăн пулăнни пек сасси çук. Холера. Халер чирĕ унта пирти пек пĕр сарăлса, пĕр пĕтсе пымасть (постоянно). Лашм. † Кайăк пек çунатăм пулсан... Якейк. Онăн пек, салтакăн пек, маþайăн пек («н» твердое). Регули. Он пек ташлать. N. Вĕсем пек крапаллă (так!) коляскăна кӳлĕнеççе те, çынсем лартса турттарса çӳреççĕ. Регули 1254. Хăва ул пекех мана йоратать. Ib. 1255. Эреке пек шăрш кĕрет. N. Эп этеме шăна пек теп (сравниваю с мухой). Альш. Вĕсем ĕлĕк лерелли тури чăвашсем пекрехех тумланнă иккен. N. Вĕсен пек, санăн пек. ГТТ. Ялта ял пек пулас, тет, çын çинче çын пек пулас, тет (чувашин). || Как будто, точно, вроде, кажется. N. Тухăр кӳлĕр турă утра, çула тухсан хăвармас мĕн, килĕр пуççапар кил-йышине, килес çулччен манас пек. (Испорчена?). Орау. Вăл çав кĕнекесем айĕнче выртатчĕ пек-çке мана (кажется, как будто лежала). N. Парăнтарас пек калаçаç та-ха... Говорят, что победят, но... Капк. Ман хыçра эсĕр пек астурăм эпĕ. Ерк. 52. Сухатӳне килнĕ пек чух пĕре чуптарас, пухха йĕри-тавра ăмăртса кустарас. ТХКА. 47. Пирĕн ял аслă вăрман варринче пекех ларать. N. Çырăва çырма тытăниччен темĕн чухлĕ çырас пекчĕ. Регули 119. Тивес пекех пычĕ мана. N. Пурри пур та, анчах вĕсем пушă ларнă пек лараççĕ. Орау. Ăна леш кĕнекесем айĕнче выртнă пек астăвап-çке эп. Альш. † Шурă чăхă çăмарта тăват-çке, чĕпписен уссисене курас пек. Пире атте-анне çуратнă, пирĕн уссăмăрсене курас пек. N. Йĕке хӳре хăй вăйлă пек пулса: юрĕ, качча илĕп, тенĕ. Бгтр. Ку йомăç пăхам пек турĕ, тет. Регули 169. Вăл халь килнĕ пек. Ib. 249. Ĕçлемен пек корнать. Чăв. й. пур. 32°. Пĕр вăхăтра Ахтапанта, пасарта хăне кирлĕ пек пилĕк çын чĕннĕ. ЧС. Анне манран: Çеркей, вут пăртак чарăннă пек-и-ха? тесе ытрĕ. N. Атте-анне ӳстерчĕ юратса, ĕмĕр пĕр хуйхăсăр ирттерес пек N. Вăл каççине кăшт пĕлĕтлĕрех пекчĕ. Нюш-к. Эп паян суха тăвам пек турăм (если про З-е лицо, то: тăвнă пек). Изамб. Т. Эпĕ кĕтӳçĕрен ыйтăрăм та, ул мана: пурте (лошади) тавăрăнчăç пек, терĕ. Альш. Малтан тухса кайнă хĕрсене, тухса кайнăшăн пек пулса, мăшкăласа калаççĕ (поют). Кан. Ман шутпа капла туни тĕрĕс мар пек. Чăв. й. пур. 6°. Мана капла туни аван мар пек. Истор. Трупасем кăшкăртса мĕн юлнă пек халăха пурне те пĕр çĕре пухнă. Янш.-Норв. Тусĕ хурласан та, мухтасан та, лешсем ытах илес пек пулсан (захотят), хĕрĕ ашшĕсенчен: хĕрне кăçал паратна? тесе ыйтса пăхаççĕ. || «Можно». ППТ. Кун каçалла кайсан, тепĕр кунне тăваççĕ; ĕлкрес (= ĕлкĕрес) пек пулсан, çав кунах тăваççĕ. N Вăрлăха ăшă çĕрте тытсан, пĕр-икĕ эрне хушшинче шăтас пек вăрă пур те шатса тухать. || «Почти». Чхейп. Юмăçа кашни кун кайнă пек кайнă. К.-Кушки. Пĕчĕкçĕ лаша турă лаша, халĕ туртас пек тăра-çке (= тăрать-çке), аппаçăмах Насти пур, халĕ каяс пек тăра-çке. N. Куллен янă пек яр. Посылай почти ежедневно. N. Икĕшне те пĕр кунта илнĕ пекех илтĕм (получил почти в один день). N. Илене кашнă кон пекех коратпăр. N. Çиçĕм те унтан пĕр-ик утăмран пек çеç çиçе пуçларĕ. Бес. на м. г. Ак тата çамрăк ачасем хĕлле уллахра, çула урамра, уйра çĕр каçиччен пекех выляса ашкăнса çӳреççĕ. Вишн. 63. Ачасем пур те пекех вар-виттипе аптраса вилеççĕ. Янш.-Норв. Кăсем ун чухне виççĕшĕ çĕрте тăраççĕ, пĕри урапа çинче лашана хăвалас пек тăрать. Турх. Туртмастăп пекех пулсан та (хотя почти не курю)... Бес. чув. 9. Эпĕ анкарти тӳрлетес тетĕп, тата ав кăмака та ишĕлес пек тăрать. Дик. леб. 40. Хĕвелĕн пĕр хĕрри ĕнтĕ тинĕсе перĕнес пекех тăрать. || «Около, приблизительно». Тогаево. Вăлсем пĕр эрне пĕк ĕçлесен, эпир пиччепе вăлсем ĕçленине пăхма карăмăр. Ст. Яха-к. Ун чухне çиме çитмен çынсем те... пĕр-ик витре пек пулсан та, сăра тăваççĕ. (Çăварни). Альш. Амăшĕсем вĕсене пĕр çичĕ-сакăр витре пек çăра-сăра, лайăх сăра лартса параççĕ. Ib. Хуçа вара хĕрсене çав хисепе тунăшăн килĕнчен тухса кайнă чухне пĕр пилĕк пус пек, вунă пус пек укçа парать. N. Вăрçăран 5 çухрăм пек тăратпăр.

пекскер

, пекĕскер, подобный, похожий на; имеющий некоторое подобие. Орау. Ман упăшка пекскер вăл ăна-кăна пĕлмест, кунĕн-çĕрĕн хăяккăн выртса ирттерет, темле аякки шăтмасть. Календ. 1911. Анчах ку çавăрака хăмпă пулман, йĕке пекскер пулнă. N. Вĕсем хыçĕнчен, картишĕнче хуçисен кĕлет пекĕскер патне пычĕç пĕрене йăтса. Çутт. 79. Эпир те хамăр пӳрте икĕ хăмпă пекĕскерсем çактартăмăр: пĕрне чăлана, тепĕрне сĕтел тĕлне.

пер

(пэр), кидать, бросать. N. Ан пер, не бросай. N. Чикан çав çăкăра ил те, пер ачине (возьми и брось в своего сына). Ау 4. Йиттисене, лашисе (= лашисене) веç шыва печĕ, тет. N. Пулăçăсем вара, ыйтса та парас çуккине пĕлсе, ăна (ее) тытнă та, каллех шыва тытса пенĕ. Турун. Кам унта кĕлте перет. Ib. Кам унта эсĕ, кĕлтесем перетĕн? N. Пурте ăна чулсем илсе чулпа пере пуçланă: мĕн чухлĕ персен те, пĕр чул та пырса сĕртĕнмен ăна. Шибач. Тытса пĕре çавăрса перем! Кив-Ял. Эп сана Сĕвене кайса перĕп. || Бросаться. Кн. для чт. 139. Вара вăл кантăр вырăнне перет, кĕлте кӳрекен çулсем çинче вĕçсе çӳрет. Абаш. Халăх çĕнелле (хола çĕнелле) пеме поçларĕç. N. Хай çӳлтен вăйпа юхса пыракан шыв тӳрех канава юхса перет, кукăрăлса каймасть. Ир. Сывл. 27. Савăнăçлă çуркунне çитсе печĕ пирĕн енне. || Откидывать, задевать. Ала 103. Çичĕ пăт сĕлĕ хатĕрлерĕм, пуçне пĕкке пемешкĕн. N. Онта пуçна ан пер. Курм. Пуçне пĕккине персе пычĕ (лаша). || Махнуть. К.-Кушки. Вăл карташ урла тӳрĕ печĕ, эпĕ çаврăнса кайрăм. Он махнул через двор прямо, а я наискось. || Ударить, бить. Шурăм-п. Хăйсем вĕсем шултра матур çынсем, пĕрре персен çынна вĕлермелле. Якейк. Пуçа алăка петĕм (ударился). N. Эпĕ пуçа юпана петĕм. Орау. Мĕн пăхса тăтăн тăта, ăна пер те, йăвантар (его ударь и свали). Ст. Шаймурз. Мала ан ирт, кая ан юл: мала иртсен, пуçран переççĕ, кая юлсан, кутран тапаççĕ. Сред. Юм. Хĕнеме хошайрăр ôна, ô сана перет соккăр-паттăр пик. || Стрелять. Панклеи. Пĕри (медведь) тайăлнă чăршă тăрăх хăпарма тапраттĕр, ăна хоралçă пăшалпа персе ӳкерчĕ; тепри хăпарма тăрчĕ, ăна та персе пăраххĕр. НАК. Пĕрре кайăк хыççĕн Хуракĕсрери киреметре çӳренĕ чух, кӳлĕре пĕр кăвакал куртăм та, пăшалпала виçĕ хут петĕм. Баран. 54. Юлашкинчен çимисем, пемеллисем пĕтсе çитнĕ, вăйран та кайнă. N. Пирĕн çие переççĕ. N. Перет-ха у! N. Пăшалçă кашкăра пăшалпа пенĕ те, тивертеймен. N. Ухатаçă кайăк-кăвакала печĕ. Янш.-Норв. Кайăк-кăвакал пеме тесе (чтобы...). N. Пĕр-пĕрне пăшал персе. Шибач. Улĕ корчĕ те амăш пынине, вăрмантан пăшалпа персе пăрахрĕ, так и вĕлерчĕ. Б. Олг. Астур, сере пăшалпа перетпĕр (будем стрелять) пармасан. Орау. Эп ача чух пĕре пăшал пеме çичĕ пус патăм (за право выстрелить). Истор. Тăшмансенĕн пемелли хатĕр пит нумай пулнă. ||Разить (о запахе). Шурăм-п. Пĕринчен эрех шăрши кĕрет, тепĕринчен тапак шăрши перет анчах (разит табаком). N. Сасартак шăрш пеме пуçлать. Кан. Шăршă чăтмалла мар перет. Чĕр. ч ун. яп. й.-к пур. 24. Çăвара чикмелле мар усал шăршă перет. || Пить много и жадно. Шурăм-п. Эсир сахăрне чейпе çисех ятăрĕ-çке, эпĕ хуçи курасран хĕве вăрттăн чикрĕм те, шывне ла-айăх петĕм (выпила). КС. Эс ма паян ку тĕрлех шыв перетĕн? Что ты сегодня так много пьешь? Эльбарус. Персе килнĕ. Пришел пьяным. Якейк. Эпĕр ĕнер эреке петĕмĕр анчах (много выпили). N. Çынсем ытла вĕрипе сивĕ шыва переççĕ, ачисем час кӳрсе килмесен, кайран çаптарса та илеççĕ. Бюрг. Ĕçессисем килнĕ япаласем — переççĕ: ĕçсен-ĕçсен, ӳсĕрĕлсе кайса ӳкеççĕ. КС. Пурăнăçа, чĕлĕме, çăккăра, эрекене, сăрана перет, здорово ест, пьет, живет. || Спать много и крепко. КС. Ай-ай ăйăха перетĕн эсĕ! Ну и спишь ты крепко и много. Ib. Талăкпех ăйăха петĕм. Проспал круглые сутки. || Ляпнуть; взболтнуть. N. Эпĕ хам та ухмах, пер яр. Ск. и пред. Сăмахсене ку çынсем пемеççĕ (не бросаются словами) сывлăша кăлăхах янтратмаççĕ. V.S. Кирлĕ-кирлĕ мара пер. || Твердить, настаивать, повторять. Ау 103. Эсĕ манран пĕр усă курăн, тесе калат, тет. Çак ача таки (= такки) хăйăннех перет: эсĕ ман автана тытасшăнччĕ, акă ĕнтĕ ху çаклантăн, тесе калат, тет. СТИК. Ăна хутте мĕн кала, вăл хăйиннех перет (он все свое твердит). Ашше-амăшне. Ваçук кӳрши хайĕннех пенĕ: тĕлĕнмелле хĕр эсĕ, Лисахви! тенĕ. N. Суйлас вăхăт çитсен, петĕмĕр суйларăмăр хамăр суйлас тенĕ çынсене. || Ссылаться. КС. Эсир паян кăнтăрлаччен çăмăра персе ахалех ирттертĕр, халь ĕнтĕ каçчен ун вырăнне хытăрăх (хытă) вырăр. Ib. Праçнике персе, ĕçлемерĕç. Ссылаясь на праздник, не работали. N. Чире пер. || Притворяться. Якейк. Пирĕн ати ĕссĕре персе выртать (притворяется). N. Ухмаха пер. Притворяйся дураком. Орау. Сутра пĕлмене петĕм (притворился). N. Чире печĕ, ӳсĕре печĕ. Байгул. Ку арăм епле те пулин ачисене вĕлерттересшĕн, тет, çавăнпа ку чире печĕ, тет. || Терпеть, выносить. КС. Халь лашана тăрантартăм ĕнтĕ, каçчен перет (не устанет, вытерпит).

перĕнтер

(-дэр), понуд. ф. от гл. перĕн. К.-Кушки. Ури тĕпĕсене хире-хирĕç перĕнтерсе лараççĕ. Сидят, соткнувшись друг с другом подошвами ног. N. Вĕсем пĕр-пĕринпе пит-çăмартисене перĕнтерсе чӳречерен пăхса тăнă. Они смотрели в окно, прислонившись одна к другой щеками. Тип-Сир. Урисене çĕре перĕнтермесĕр, каяла çавăрнса пăхмасăр, тарчĕç, тет (убежали, не чуя под собою ног). Скотолеч. 8. Хырăмне перĕнтерсе ыраттарсан (если ушибет обо что-нибудь живот)... Якейк. Икĕ йопая хире-хирĕç перĕнтерсе тăратнă. Поставили два столба наискось, так что они упираются один в другой верхушками. N. Эпĕ ăна пуçĕпе (ун пуçне) пĕрене çумне перĕнтертĕм. || Забивать на словах, переспаривать. Якейк. Ай-ай вăл она плотнă перĕнтерет (забивает его словами во время ссоры).

пылчăклă-пăрахлă

грязный вообще. N. Вĕсем выçăллă-тутăллă, пылчăклă-пăрахлă пурăнăçпа пурăннă.

пыр

итти, ходить. С. Тим. † Пыраттăм, пыраттăм çулпала, вуникĕ кашкăр тĕл пултăм. Чăв. й. пур. Прухха та ун патне пыма пăрахнă вара (ходить перестал к нему). Абыз. Ай ман хыçран такам пырать. СТИК. Çулпа 20 салтак пырат (но: çулпа салтаксем çирĕмĕн пыраççĕ; еще: пӳртрен виçĕ ача сиксе тухрĕç те, сиккелесе выля пуçларĕç). Якейк. Эс пырсан, эп каймалла та, эс пырасса пĕлместĕп. Я поехал бы, но не знаю, согласен ли ты на это. Кан. Пыр та çыпăç ун патне! т. е. он теперь важное лицо. N. Манăн та пырас-и? И мне итти с вами? — Ан пыр (или: пымасан та юрĕ). Юрк. Пырах та, пыр, пырах та, пыр, тенĕрен улпучĕ те: юрĕ, юрĕ, пырăп, пырăп, тет (улпучĕ, пит варлă чĕннĕрен). Ib. Миçе кун пыннине (ехали до города, где сейчас идет беседа), епле çитнине каласа кăтартаççĕ. Ib. Пĕрин аллинче нимĕч чĕлхипе (нимечле. Орау.) çырнă кĕнеке. Пырсан-пырсан, иккĕш те çав кĕнекене вуласа пăхсан, тĕлĕнсе калаçса пыра пуçлаççĕ. Орау. Кĕперпе пынă чухне. Когда я шел (сюда или туда) по мосту. Ib. Тинĕс хĕрринчи ялсене карапсемпе пырса тупăсемпе пере-пере кайнă (или: пыра-пыра персе кайнă). Ib. Пырсан-пырсан, малта таçта хăй çути курна-курна каять. Сёт-к. Самай кĕтӳвĕ тохса кайнă чохне хамăр ĕнесене пырса ертсе ятăм. Ст. Чек. Кăмака умнелле те пыра пуçларĕ (стала стряпать). Т. VII. Çук, çук пымастăп (с тобою). Ib. Ик çын вăрманта пыраççĕ, тет: пĕри кайра, тепри малта, тет. ППТ. Айтăр, эсир пыратра? эпир каятпăр. N. Пырсан-пырсан, пĕр шыв хĕррине çитрĕ, тет (в другом месте: кайсан-кайсан, пĕр шыв хĕррине çитрĕ, тет). Сред. Юм. Пырса та ан шăршлан. И не подходи, все равно не получишь. Регули 1429. Пымассеренех вăл мана паратчĕ. Ib. 309. Эп пыраттăмччĕ те, ерĕçмерĕм. Ib. 137. Вăл пынине пĕлес çок эс. Ib. 84. Вăл пырасса пĕлес çок. Ib. 344. Эп корса, эс пыриччен тытса. Ib. 322. Эп пырсаттăмччĕ он чох, сирĕн никам та, килте çокчĕ. Ib. 593. Пыракан (пырса) онта çынсам темче хут. Ib. 399. Эп онта пырса паян. Абаш. Лаша пит аван пырать. Орау. Лаша тĕпре пит лайăх пырать (идет). Юрк. Пыр — ступай. Ib. Мана çырса ларакан çын кирлĕ, çывăрса ларакан çын кирлĕ мар. Пыр, ман патăмран тух та кай, тет. Хурамал. Пырсан-пырсан, вăл пĕр хулана пырса кĕнĕ. Ib. Пĕри калат: пыр, эсĕ кĕр хĕр илме. N. Пыр-ха çавăнта хăвăртрах, чуп = кай-ха çавăнта хăвăртрах, чуп. Чăв. й. пур. 14. Эсĕ пыр, таврăн киле. Альш. Пыр-ха, ман сумккана исе кил-ха, тет. N. Эсĕ ман патма пыратна? Ты идешь ко мне? (Спросит человек, идущий к себе домой, знакомого, если предполагает, что тот идет к нему. Если повышение голоса не на послелоге, то это значит: «ты придешь ко мне?»). N. Нимĕçсем пирĕн çине çĕрле пычĕç (подошли к нам). N. Ну, тарçăм, виçĕ апатна та эсĕ пĕр тапхăр çирĕн, пыр ĕнтĕ, тула тухса, хытăрах ĕçле, тесе каларĕ, тет. N. Эпир унта ялпа (не ялĕпе) пытамăр. N. Пынă çемĕн пырас килет. N. Пырах сӳреççĕ. Юрк. 18. Пыр халĕ, лешне пĕр савăт илсе кил, кĕрешес уммĕн пăртак ĕçсе пăхам! (эрех илме хушат). Ib. Ку улпучĕ нумай та шухăшласа туса тăмаст: пуçа çăмăл пулат пулсан, пыр халĕ, пĕрер савăтне кӳрсе пар, тет. Кан. Ăна алăран алла çӳретеççĕ, пыни пĕр эрне çитес умĕн, вăл «Капкăн» мунчалах пулса каять вара. N. Тĕтĕм сан çинелле пырать-çке. || Поступать (о деньгах). N. Унтан ку çын патне кашни кун темĕн чухлĕ укçа пыма пуçларĕ, тет. (Из сказки). N. Çырма та ал пымас ман халĕ топă сассипе. || Находиться в том или ином возрасте. Юрк. Асли, ывăл ачам, чупса çӳрекен пулчĕ, 2 çулта та 4 уйăхра пырат. || Годиться. N. Сӳрене тиха пырат. КС. Суха-пуç пымаст (плохо пашет). N. Пыман суха-пуç пек. Беседа. Навус хырма тытăнать, кĕреçи хырнă çĕре пымасть. || Итти замуж. N. Эсĕ мана ху юратса тухса пытăн. Лашм. † Хамăр ялăн ачисем сар ача, ан авланăр — хамăр пырăпăр. ЧП. Хĕр пырать те, хăй илмес. N. Хĕрсем пымĕç (за меня). Пазух. Ют ял ачи куç хĕсет, мана пырать, тет, пулĕ; пымăп çавă эп сана, манăн савни ялта пур. ТХКА. 87. Наçтаç аки пур, суя ятне илтес çукчĕ, пырап тени хупларĕ. || Лезть. К.-Кушки. Кушак çурисем амăш патне пĕр-пĕринчен ăмăртмалла пыраççĕ. Котята наперерыв лезут к матери. Орау. Выльăхсем епле те пулсан шыв хĕрнеллех пырасшăн. Скотина лезет к воде. || Сопровождать. Бес. чув. 10. Хăш чух тата çынсен мулла хыççăн «эллах – эк-пер, эллах — эк-пер», тесе пынă сасă илтĕнкеленĕ.|| Размножаться; водиться. Орау. Хурăн хуллипе выльăха çаптарма хушмаççĕ; выльăх пымаçть, тиççĕ. Выльăх пыманни (ĕрчеменни) кил вырăнĕнчен те килет, тиççĕ. Ib. Вăсен выльăх пымаçть. Альш. Кил-çурта чавка илешсен, выльăх чĕрлĕх пырать, теççĕ. ЧС. Аттепе пĕр тăван пиче уйăрăлнăранпа пирĕн лаша пыми пулчĕ (не стали водиться лошади, падали). || Существовать, длиться, продолжаться. N. Вĕсен тĕрлĕ кирлĕ мар йăлисем халичченех пыраççĕ. ЧС. Çын çилли çакăнсан, тепĕр тавлăксăр каймасть, хăш-хăш чух виçĕ тавлăка та пырать, теççĕ. Кан. Çунасси вăтамран 80 минута пырать. Вопр. Смоленск. Уçă, çăмăл, нӳрлĕ çил вĕрсессĕн, йĕпе вăрăма пырать. Чума. Хăсса чарăнсанах, çын çăмăланнă пек пулать, анчах нумая пымасть. || Баран. 40. Хуппи (деревьев) мăкланса каять, вĕсем çинче курăк ӳсе пуçлать, çапах та йывăç кĕлетки нумайччен пырать. N. Халь пурнăç пырать. || Доставать, хватать. Изамб. Т. Пĕрре илсен, ун темиçе çула пырат. N. Çирĕп тусан, нумая пырать (надолго хватит). N. † Çаккăнта ĕçни-çини атте-анне çуртне пыминччĕ, çамрăк пуçа хĕсӳ килминччĕ. Ib. Ку укçа нуммая пымас (çитмес). N. Паян тытни (рыба) пырсан пĕр çур çула пырĕ, малашне мĕн тăвăпăр? Т. IV. Эрне кун çĕнĕ çăпата сырсан, çăпата пĕр эрнене анчах пырат, теççĕ. || Стоить, значить. N. Ах, ырă çыннăм, эсĕ апла калатăн, пирĕншен пыр иртни те тем пыратьçке. Кан. Ларса юлни пырах та пырать те, тульккĕш вăл чăвашсемпе калаçма пĕлмест... || Употребляется в качестве вспомогательного глагола. Ой-к. Сенре (= сентере) тăрăнчен шуçса пынă чух (при передвижении) алла темĕскер перĕнчĕ те, тӳнчĕ карĕ. СТИК. Тарса пынă чухне ярса илчĕç. Ib. Чупса пынă чух такăнтăм ӳкрĕм. Ib. Тарса пынă çĕртен тытнă (указывается на то, при каких именно обстоятельствах пойман). Ib. Тарса пынă çĕрте çăкăнса (= тирĕнсе, тăрăнса) аннă. Ib. Чупса пынă чухне такăнтăм та, лач! ӳкрĕм. Бес. чув. 5. Ăна пурăнăç хăех вĕрентнĕ; мĕн тăвассине, мĕнле пурăнассине пурнăç хăех кăтартса пынă. Изамб. Т. Ул хăй хытă килет, хăнчен вут тăкăнса пырат (огненное явление). Альш. † Эпир кайса пыратпăр, курса юлăр куç тулли. Н. Якушк. † Сирĕн савнă тăванăр кайса пырат, пит инçе кайиччен курса юлăр. Букв. 1908. Шывĕ тăп-тăрă пулнă. Хурсен урисем курăнса пынă. 1904. Çапла чупса пынă çемĕн эпĕ хам умра мĕн пуррине курман та, шыв лупашкине лап! кĕтĕм ӳкрĕм. Регули 9. Вире (в гору, в знач. возраста) пырать, ватăла пырать. N. Вилнĕ çынна пытарсан, пӳрт урайне, сакăсене алăк патĕнчен пуçласа тĕпелелле çуса пыраççĕ. Кожар. Эпир вăрласа кайман ăна, пирĕн пичей вăрласа пынă (украл) ăна, калама килтĕмĕр, тенĕ. N. Ун та вăл териех сарлака юхмас (вода), навуспалан пĕвелесе пынă ике енчен те (запружено). N. Шыв тумламне яка çĕрте пӳрнепе ăçталла илсе пыран, çавăнта пырать. О земл. Çав майпах çĕр ĕçĕ те ăстаран ăстана кайса пырать (все улучшается). N. Акă çуркунне сывăхарса пырать (приближается). N. Вĕсем тухни виçе уйăх иртсе пынă, анчах ниăçта та пĕр çĕр татăкĕ те çук. Пазух. Эпирех те кунтан кайса пырсан, шăпăртатса юхĕç куççульсем. Ир. Сывл. 26. Ытарма май çук кунсем таçта юлса пыраççĕ. Ib. Пĕчĕкçеççĕ кимĕсем... юлса пыраç пирĕнтен. Юрк. † Каяс вăхăтăм çитсе пырать (приближается). Ib. † Урампа маюр иртсе пырат (проходит), çта пырассине пĕлмес. N. Кайран, пурна-киле, çав Çумак шурĕнчи çĕр типсе пынă (высыхало). Торган. Рамри юр кайсах пырать (снег сходит), шывĕ те вăйлăланса пырать. Орау. Ачасем ӳссе пынă çемĕнĕн пурнăç каялла каять. (Напис. в 1907 г.). Б. Олг. Эс ман патра порăн, ойăхне виç тенкĕ тӳлесе пырăп; ман патра ан (= авăн) çапса порăн, ан пĕтериччен, виç тенкĕ хоратăп сана хак. Хурамал. Вăл салтак мĕн пур тупнă укçине ялан ĕçсе пĕтерсе пынă, тет. ЧС. Хай пирĕн тете кунсерен йывăрланса пычĕ... (все более и более расхварывался).

пыра-тăра

со временем. Юрк. Пыра-тăра çапах та пулин урăх лаша туяннă вĕсем.

пырса кĕр

неожиданно зайти, заехать. Янорс. Эпир Шупашкара пырса кĕтĕмĕр. Чăвашсем 15. Унтан çав киремет тĕми çине пырса кĕнĕ те, унтах лашине тăварса çуни çумне кăкарса выртнă вара. Орау. Исвушчăк лашипе пичке çине пырса кĕчĕ те, пичкене аркатсах пăрахрĕ. N. Киле пырса кĕме, ху пĕлетĕн, намăс. N. Кунтан вара ашшĕсем патне пырса та кĕмерĕç (с той поры к родителям своим они и не заглядывали), тет. Баран. 87. Нимĕн палли те çук; ăçта пырса кĕнине те пĕлместĕп. Çул çук, пур çĕрте те тĕт-тĕттĕм, тет. Ib. 41. Васкаса пынă чух эпĕ ун пек йывăç çине пайтах пыра-пыра кĕнĕ (натыкался, нахаживал). || Нападать. Баран. 202. Вăл хура тинĕс çинче тĕрĕксен флочĕ çине пырса кĕнĕ те, ăна пĕтĕмпех тустарса пĕтернĕ. Ib. 55. Вăрман хĕрринчи тăва йышăнăр (занимайте), хăвăртрах йышăнăр, вĕсем (поляки) унта пырса кĕрес çук. || Попасть, попадать. N. Кайран-кайран усал çине пырса кĕрет. N. Пурăнăç аван енне каяс вырăнне пур çĕр те (вся земля) улпут аллине пынă кĕнĕ (попала в руки помещиков).

пыранçă

то же, что пыранлĕ. О сохр. здор. Çакăн пек чирсем пыранçă (упшур) çынсен анчах пулать, вĕсем хăйсене мĕн чухлĕ кирлинчен ытлашшине çиеççĕ.

пытсăр

то же, что пыччăр. N. Вĕсем ялсене тухса калах вĕсем патне пытсăр тесе, пуян çынсем тăрăшнă.

пикен

(пигэн, пиг'эн'), энергично приняться, браться, начинать, приступить к чему-либо. Баран. 42. Харпăр хăй ĕçне пикенет. Ib. 150. Славянсем патне пырса кĕрсен, вĕсем ĕçе ĕçлеме пит пикенсе тытăннă. Ib. 54. Анчах пикенсе тарнă хутран Тарас чарăнать те, сасартăк кăшкăрса ярать. Истор. Халех пикенер: хамăра хамăр хĕрхенес мар. ЧС. Манăн йăмăк вилнĕ сурăхшĕн пикенсе йĕрет (настойчиво, горько плачет). ЧП. Чипер инке пикенсе вăрçат-çке (настойчиво бранится). N. Акă пикенер те, вун пус хурса кĕнеке илме ярар. Бюртли-Шигали. Кулача çиме пикенеттĕмĕр. Ib. Ларсан-ларсан, вара пикенетчĕ юмăç пăхма. N. Икел шӳсе çитĕннĕ, çурăлнă, çĕрелле тымар янă, çӳлелле ӳсме пикеннĕ. N. Праçник кун хĕрарăмсем ирех çимĕç пĕçерме пикенеççĕ. Истор. Кун каçиччен виç хут чарăнса, виç хут çĕнĕрен пикене-пикене вăрçнă. Ib. Çав тĕлтен вырăссем хулана çĕмĕрсе кĕме пикеннĕ, анчах патша кĕме хушман. Ib. Вăрра пикеннĕ. N. Вĕсен ашшĕ вилме пикеннĕ (собрался), тет. Ст. Чек. Пикенсе ĕçлес, старательно работать. N. Вара тата пикенсе хывма тытăнаççĕ. Изамб. Т. Унтан вара пикенсех вырма каяççĕ (принимаются как следует). См. хыв. Четпути. Сысна çитерме пикенсен, сысна витине епле те пулсан таса тытма тăрăшас пулать. Ст. Шаймурз. Çиленсе пикенсе каят ачасене илмешкĕн. Кан. Аха, эс пирĕн укçапа сутă тума пикеннĕ иккен-ха, теме пуçларĕç. Юрк. Пикенсех кайса курам. СПВВ. Пикенмешкĕн тесе, пĕр-пĕр ĕçе пĕтĕм вăйпа тума тытăнсан калаççĕ. N. Тепĕр кун ирех тăчĕç те, каллех канав алтма пикенчĕç. Ст. Чек. Каç пулсан, арçури лаша çинчен анма пикенчĕ. N. Ĕçĕм çырли пуçтарса çӳрекен çынсем хыçĕнчен, юлашкине пухса çӳренĕ пек, пуринчен кайран эпĕ пикенсе тăрăшрăм. Янш.-Норв. Вĕсем (родители парня) вара урăх хĕр çинчен пĕртте шухăшламаççĕ, пĕр çавăн çине анчах пикенеççĕ (устремляют свои мысли). N. Халĕ лаша çинче вăрçма пикенетпĕр. Баран 80. Карнă парăсĕ малалла шума пулăшмасан та, унăн ураписем пикенсе малалла кусаççĕ.

пиллĕхлĕ

благословенный. N. Уртмакçă кĕрӳпе юнашар ларать те, уртмакри пиллĕхлĕ кучченеçсене кăларса, вĕсен вырăнне хăта патĕнче урăх кучченеçсем хурать. N. Тӳрĕ çын куллен ырăлăх тăвать, кивçен те парать, унăн йăхĕ пиллĕхлĕ тăрать N. Ывăл-хĕртен вĕсем пиллĕхлĕ пулнă.

пил-халав

благословение. N. Вĕсем юлашки хут унтан пил-халав (пиллĕх) илнĕ. N. Унтан вара вĕсене пил-халав туса каланă.

пилеш

(пил'эш), рябина. Ст. Чек. Собр. Тата, тунката çине шăтнă пилеш витĕр тухсан, пăрахат, теççĕ (лихорадка). Янш.-Норв. Уй чӳкĕнчен таврăннă чухне вара пур арçын ачасем те пĕрер пилеш хулă касса тавăрăнаççĕ, ăна вĕсем: авалхи çынсем, турра вĕлерес тесен, турă çавна пĕлсен, çав пилеш йăвăççи тăрне хăпарса хăтăлнă, тесе ĕненеççĕ. Çавăнпа халĕ ĕнтĕ çав пилешпе хуралтăсене çапсан, турă усалсене часах хăваласа кăларать, теççĕ. Çав пилеш йăвăççинчен вĕсем, çумри хĕрес çухалсан, хĕрес туса çакса яраççĕ, тата, выльăхсене усал-тĕселсем ан çакланччăр, тесе, хĕрес туса çакса яраççĕ. КС. Вăпăртан хăтарасшăн пилеш хĕрес çакаççĕ (животным). М. Яуши. Пилешрен хĕрес туса хĕрне çакас пать (= пулать). Сред. Юм. Пăру çомне пилеш хĕреç çакаççĕ, она çаксан ôсал пымас, тет. Абыз. † Пилеш патне çул турăм, пилеш патне çул турăм, йывăçшăн мар, пилешĕшĕн. ЧП. Пилеш хуçма пырсамăр. Нюш-к. Пилешрен арçури хăрать, çавăнпа чăвашсем нумайĕшĕ пилеш хĕрес çакса çӳреççĕ. Никит. Пилеш лайăх, вăйлă пулнă çул, ачасене йывăрлăх килет. ФТТ. Пилеш нумай пулсан, килес çул йăвăр пулать; Кайсар. Пилеше сĕрĕм тивсен çиеççĕ. Пазух. Улача та хапха пилеш хăма, шултăркарĕ кăçалхи уярпа. Эпир çур. çĕршыв 8. Пилешĕ тата кĕркунне хĕп-хĕрлĕ ларать. N. Унтан ват шуйтанĕ тухрĕ, тет те, çисе ларнă чух калать, тет: çак армана юсама пĕлмеççĕ çынсем; уна пĕр лав çатрака хурас пулать, тата хăмла путранки хурас пулать, унтан пилеш хĕрес туса лартас пулать; вăл вара пит усăлă арман пулать, тесе калать, тет.

пинĕ-пинĕпе

целыми тысячами. Чума. Халĕ те, çавăн пекех, вăл чирпе тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕ халăх пинĕ-пинĕпе, хисепĕ те (шучĕ те) çук, виле-виле пĕтеççĕ. N. Вĕсем укçисене хĕрхенсе тыткаламаççĕ, пинĕ-пинĕпе салатаççĕ.

пир

мы (склон. основа). Б. Аккоз. Вĕсем пиртен пĕрне амантрĕç. Якейк. Пир пек, подобно нам. Ib. Пире кура вăл та сот тума тапратрĕ. Видя, что мы торгуем, он тоже начал торговать. Н. Сунар. Ан кай, пуран пирпала. Ст. Чек. Вăл хăва пирте шултăра мар. Регули 334. Эпĕр онта кайсан, пире тытĕç (тытнă полăпăр). N. Пире питрен сурчĕ. Сред. Юм. Пиртен ирĕк! Мы позволяем, не запрещаем! П. Яндоуши. Пире пулăшакан, апата кил. Помогающий нам, приходи обедать (есть; говорили, садясь во время полевых работ и обращаясь к божеству. Здесь имя божества не называется).

пирки

(-ги), по причине, из-за (послелог). Кон. Вăхăтра çумăрсем пулман пирки, купăстасем начартарах. Беседы. Хамăр ухмах пирки савăнăç вырăнне пысăк хуйхă тупса ларатпăр. Ыраш 6. Те ир пирки — çанталăк сивĕрех. N. Вăл вĕсем килес пирки кунĕн-çĕрĕн унта-кунта чупкаланă. Кратк. расск. 28. Çав суран пирки хулара пурăнма юраман ăна. Перев. Çапла вăл (медведь) хăй ăссăрлăх пиркипе ăшă тирĕпе тӳленĕ. Регули 1100. Он пирки (сан пирки) мана ватрăç. Бес. чув. 2. Вăл çакăн пек çул нумайĕшне сиен кăтартнине, кун пек çулта çын алли пирки нумай лаша пĕтнине лайăх пĕлнĕ. N. Шăннă пирки шăммăм-шаккăмсем чарăнмасăр сураççĕ. СЧУШ. Çапла вара упа хăйĕн ăссăрлăхĕ пиркишĕн ăшă тирĕпе сапланă. Кильд. † Ах, аттеçĕм, аттеçĕм, ăшлăтуллă алсăна ĕçкӳ пирки (= ĕçкĕне пула) çухатрăн. Чăвашсем 8. Çавăнпа вара чăвашсем ачасене ӳссен ятлаççĕ: сирĕн пиркĕр эпир юмăç патне кайса нумай тăккаланса пĕтрĕмĕр, теççĕ. Юрк. Укçа пирки пит хуйхăрса тăнă вăхăтра хай Миките Микулайĕ ывăлĕнчен çĕр тенкĕ укçа янă пирки хыпар илет. Ib. Санăн ĕçӳ пирки çӳре-çӳре атă пит çĕтĕлет, тет ку та, урăх нимĕн сăмах калама вăтанса. ТММ. Хырăму пирки çурăмсăр юлăн. Трень-к. Шкул хамăр ялта çук пирки, мана хут вĕренме аттесем «Чăкăра» еçсе (= леçсе) ячĕç. Эльбарус. Эпĕ çав çырманалла хыттăн ĕнесене хăваласа чопса аннă чохне, чăнкă пиркипе чикеленсе, йăваланса, çохăрса анчах çырма тĕпнелле анса карăм. N. Курнă асапсене тăван мар анне юратман пирки куртăм. Ядр. Эпĕ ыйхă пирки лашасем пăхма кайман та. Сред. Юм. Ним пирки те мар. Пахча çим. 2. Пирĕн ялсенче кил-çуртсене тĕрĕс лартман пиркипе пахчасене те çавăн пекех ăçта кирлĕ вырăнсене тăваймаççĕ. || Относительно, о, об. Кан. Çĕре пытарнинчен аванни пирки каламалли те çук. Пролей-Каша. Хир пиркинчен, в отношении земледелия (не мастера). N. Куç пирки, о глазах. Юрк. Çав ĕç пирки калаçса пăхсан... Орау. Çыру янă чухне çĕр пиркине те çырса ярăр.

пиçнĕ-хуçнă

готово (о пище). Сиктер. Иван каларĕ тет: пиçнĕ-хуçнă, кĕр те çи, тесе каларĕ, тет. Ib. Вĕсем ухутана кайсассăн, вĕсем патне чике ăстарик-шур сухал пынă та каланă: пиçни хуçни (= пиçнĕ-и, хуçнă-и)? КС. Пиçнĕ-хуçнă, килĕр çима. Пища готова, идите.

питĕр

(пидэ̆р), запирать. Регули 346. Эп хапхине питĕрсеттĕмччĕ, вăл кайлах уçрĕ. Баран. 25. Çавăнтах хапхасене те питĕрсе лартнă. Чăв. й. пур. 11. Унтан вара ашшĕ кĕлечĕсене питĕрсĕ тыта пуçларĕ. К.-Кушки. Пӳртне питĕрнĕ-питĕрмен хăварнă (хорошенько не заперли). || Затыкать. Панклеи. Сарай таврашĕнче мĕн пор шăтăк-çорăка питĕрсе пĕтертĕм. || Залепить. Шинар-б. Çапла вĕсем, чĕкеçсем, çерçие пылчăкпа питĕрсе лартнă. || Закрывать. N. Чăнах та ку çĕршыв темĕскерле, алăк пек, мăн Атăл çулне питĕрсе танă. || Обшивать. Шел. П. 11. Сухине те сухалать вăл (она), çипуçа та питĕрет. || Заметать. Шихраны. Улах çулĕ утма çул, тăман тухрĕ питĕрчĕ. Чăв. к. Суранлă тăман шăлат, çул питĕрет. ЧП. Пахча виттĕр эпĕ çул хыврăм, йăвăр тăмансем питĕрчĕç. N. † Анкарти урлă йĕр хыврăм, тарăн курăк питĕрчĕ.

пуклакла

поклакла, назв. игры. Сёт-к. Янтик. Пуклакла выляс. Вăйă ку ак çапла: пĕри те пуса пĕр-пĕр муклашкана урипе тапса ыттисен урисене лектермелле. Çапла тапса çӳренĕ чухне ăна ыттисем каçанĕнчен чышаççĕ. Кама та пуса ураран муклашкапа лектерсен, вара çав тапса çӳрет. Ку вăя пысăккисем те выляççĕ. Пуринчен ытла çăварнире. Чуратч. Ц. Эпĕ пĕре çулла урама тухрăм та, хам юлташсене пуклакла выллянине курса, вĕсем патнелле карăм.

пул

пол, быть существовать, делаться, совершаться, становиться, превратиться. Регули. 579. Ку япала полмасчĕ паян, эп она турăм. Ib. 582. Полман (туман) полсан, кирлĕ мар. Ib. 89. Вăл ĕç поласси такçан полать. N. † Ырă çын ывăлĕ-хĕрĕ пулам-и, ырă çын умне тăрса юрлам-и. С. Мокш. † Сăвăрсан тулă пулмастăп-ши? Шухăшласан ырă çын ачи пулмастăп-ши? Сред. Юм. Каç полса килет. День клонится к вечеру. Ib. Каç полса пырать. Ib. Санран та япала пôлаймарĕ ĕнтĕ. И из тебя ничего путного не вышло. Ст. Шаймурз. † Пирĕн аттен турă лаши, çула тухсан пырас пек. Ib. Шурăлă-кăваклă килет — çăвайинччĕ шурă юр пулса, калпакне тăхăнса хĕр пулса, килейинччĕ савнă тус пулса. Якейк. † Полас, полас, поласах, çак ял кĕрӳш поласах, полас мар-тăк, порнас мар, çак ял хĕрпе калаçас мар N. † Е пулайăп, е пулаймăп, сире урăх кураймăп. N. Никамăн та унта пăр пулман, вĕсен пулнă. Кругом ни у кого не было льда, а у них был. N. Пушă пулмарĕ, тата нумай хăваласа тухнă пулăттăм! N. Унта шыв пулмалла. Кан. Ара ку хамăр сурăх пулмаре вĕт! Пĕтрĕмĕр!.. N. Паян çăмăр пулĕ тен. Сегодня пожалуй будет дождь. Виçĕ пус. 22. Вĕсен чечекĕ лĕпĕш майлă пулнă пирки лĕпĕшкурăксем теççĕ. Ib. Нумайĕшĕ тата вĕсенчен вăрăм тымарлă пулать. Б.-Яуши. † Сиксе пырса чуп тума, инке чипер пулинччĕ. Кан. Кунта темиçе çĕр купа пулас утă сая кайса выртать. Сунт. Лисук пултăн-и-ха эсĕ? Паллаймарăм. Орау. Паян мĕн кун пулчĕ-ха, атсемĕр. N. Çырнă çырнах пултăр ĕнтĕ. Ау 294. † Çĕр-çырлисем ӳснĕ чухне тĕрлĕ курăка çавăрат, ĕмĕр пулсан çаврăнăпăр, хĕвел пек çутăлса. К.-Кушки. Кăвак лаша пулманни турă лашана вăй килет, тăван атте пулманни тăван аннене вăй килет. Собр. † Улача кĕпе пулас пулсан, тăхăнмăттăм эпĕ шурă кĕпе. N. † Кĕмĕл çĕрĕ пулĕ, пысăк пулмĕ, вăта пурнене чух юрĕ; пирĕн тăван пулĕ, пысăк пулмĕ, кĕреке умĕнче ют пулмĕ. Тим.-к. Окçини улах пулнă тет, варли пырса кĕнĕ, тет, шурă хĕрĕлли чашкипе мăйăр лартса панă, тет. Календ. 1903. Хăш чухне уйăх çĕрпе хĕвел хушшине пулать те, хĕвеле пиртен хуплать. N. Ах, эсĕ е сивĕ, е вĕри пулсанччĕ. Регули 268. Вăл онта полмин лайăхчĕ. Ib. 390. Эп тарçă полăп. Ку манăн полĕ. Ib. 393. Эп сумар пулăп. Эп пĕччен полăп онта. Ib. 398. Эс килтĕн он чох, вăлсам вăрманта полнă он чох. Ib. 571. Эп те вăлсампа онта полтăм. Ib. 397. Хăнча ман окçа полĕ, ончох кил. Ib. 678. Он чохне татни полĕ. Ib. 352. Он чохне татса хонă полĕ. Тогда уж будет нарублено и сложено. Ib. 353. Эс онта пырсассăн, пĕтернĕ полĕ. Когда ты туда придешь, (уже) будет кончено. Изамб. Т. Унтан е аллă, е утмăл пулĕ, теççĕ. N. Ман тĕлĕшрен пăртак та пулин кăмăллă пулăрах. Якейк. Э-эй, эс ĕçсех начарланса карн-çке (= кайрăн-çке), порнăçна пĕтертĕн-çке! — Полăпăрин тата. Сала 80°. † Вăштăр-вăштăр çил верет, карта айĕнчен вĕрет вăл; мăкăр-мăкăр сăмахсем, пирĕн çинчен пулать вăл. N. Сылтăм пит — çăмарти кĕçĕтни коласса полать. Цив. † Çӳлти акăш çуначĕ чухрах пулĕ пуласса; пире çырнă ачасем чухрах пулĕ пуласса. N. Сирĕн аçу-апу полĕ? || В качестве вспомог. гл. Юрк. Ку вырăн пулат-и? Разве это усадебное место? (т. е. это дрянное место и не годится для житья). Ib. Епле çук пулат?.. Пур! Кунта сĕтел çине килсе ларт, тет. Ib. Пĕр пусси кăна пур (только есть колодец на усадьбе). Шыва таçтан аякран тултармалла мар. Шыв пирки никампа вăрçма пулас çук пек туйăнат. В. С. Разум. КЧП. Хресчен пулмалла пулас пулсан, пире нумай çĕр ĕçлемелли япаласем кирлĕ пулать. Если нам придется крестьянствовать, то нужно будет приобрести немало земледельческих орудий. Регули 324. Он чохне эп килте çок полатăп (у др. килте пулмастăп). Ib. 394. Эс кам конта? — Эп тарçă полатăп конти. Тăв. 50. Вĕрентĕр, пирĕн пек суккăр пулнин ырри çук-çке. Коракыш. Вара арăм шухашланă: ку ахаль çын пулмарĕç (это не простой человек), тенĕ. В. С. Разум. КЧП. Вăл та ĕçлĕ пулса ларать. || Бывать. Баран. 133. Мĕнле шыв пулать. || Происходить. Баран. 134. Çил мĕнтен пулать? || Быть возможным, осуществиться, совершиться, приходиться. Юрк. Пулĕ те çав. Возможно, что это и так. В. С. Разум. КЧП. Пасар ытла пысăках мар, утса тухма пулех (пройти вполне возможно). N. Çук, пулмас пуль. (Отказ исполнить просьбу). N. Манăн сана курасси урăх те пулать, те пулаймасть. Регули 362. Онта ĕçме полĕ квас. Там можно будет попить квасу. Ib. 363. Ыттине тума полмĕ, кона тума полĕ. Прочего сделать нельзя, а это можно. N. † Çăварни çитмеç терĕмĕр: çитрĕ, полчĕ, иртрĕ поль, сисмесĕрех йолт(ă)мăр поль. Коракыш. Пулмаçтех (это невозможно)! тесе каларĕ, тет. Изамб. Т. Ачасем! капла пулмаст, эпир кĕтӳ йĕри-тавра саланар. N. Паян та кайса пулмарĕ (не пришлось итти). N. Санăн киле килмеле полмĕ-ши? Юрк. Карачăмĕ киле таврăнасшăн мар. Малашне те çапла вырăнтах слушит туса пурăнма пулат (возможно будет). Ib. † Шыв варринчи юпа çинче вĕçен-кайăк юрлат-çке. Элле пулас, элле пулмас, тутлă ăйхăм юлат-çке. Шугур. Мана вăл ялта ӳсме пулмарĕ (не пришлось). Ст. Чек. Ăна курса пулмарĕ (не пришлось). Ib. Эх, курса пулмарĕ ăна. N. Вăрман нумайччĕ, юпасем те килĕшсе çӳренĕччĕ, çурт тăвас тенĕччĕ, çĕвĕ вырăна куçса пулмарĕ иккен. Сред. Юм. Санран полать-и вара она тăвасси! Тебе ли это сделать! N. Окçасăр порăнма полать. Турх. † Çак тусăмсем умне пĕр тăрсассăн, куççӳл тăкăнмасăр пулаймĕ. Хурамал. Сиртен пулать-и! Вам ли это сделать. N. Касса хонă йоманне тĕнĕл тума полмарĕ. Орау. Мĕнле пурнас пулать апла? Как же это можно жить так? М. Чолл. Сантан илсе тухма пулаймас, хамăн кĕрес пуль. Орау. Вăл хута пама кăшт пулăшакан пулсан, илме пулать те, пулăшакан çук. || Иногда передается по-русски: быть нужным. Регули 373. Энер онăн килес полатчĕ. Ib. 1426. Онăн ир килес полатчĕ, вăл хальте çок. Ib. 374. Кона конта исе килес полмасчĕ, эсĕр конта исе килтĕр. Орау. Ман та паян чей ĕçмелле пулать (приходится пить чай). ЧС. Çынсем сĕт-турăх çийĕç ĕнтĕ, эпир вĕсен куçĕсенчен пăхас пулат (смотреть на них или просить у них). || Родиться. Юрк. Малтан авланнă ывăлийĕн ачисем те пула пуçлаççĕ. || Уродиться. Чхейп. Акнă тырă çине вăхăтра çăмăр çуса шӳтермесен, пулас тырах пулмаçть. ТХКА 85. Шураçăн, пулнă çулсем, тырă лайăх пулать. Альш. Утă пулнă çул питĕ аван пулать (там). Бюрганский. Вăл йăлана пăрахсан, пире пит йывăр пулмалла, теççĕ, — тырă-пулă пулми пулĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчемĕ (из рассказа о прошлом). || Поспевать. Якейк. Паломми полма пуçлать (начинает поспевать). Хурамал. Тулă пула пуçласан, тилĕпе упа кайнă тулă патне. Якейк. Ах, ман сӳс лайăх полнă. Он сӳсĕ полиман-ха. Ib. Сӳсе, полса çитсен, шура (= шывра) выртарма йорамаçть, çĕрсе каять. В. С. Разум. КЧП. Улмийĕсем йывăç çинчен пула-пула тăкăнаççĕ. N. Ыраш пулаймасан, пырăп-и тен; ыраш пулсан (если поспеет), пырасси пулмас. Баран. 154. Кунта ӳссе пулнă йĕтĕн пит хака çӳрет. || Зачитываться. N. Пĕр тенки тепĕр уйăхшăн пултăр. || Быть готовым. Орау. Пирĕн хуттăрсем пулнă-и? — Çук-ха, юнкуна тин пулаççĕ (будут готовы на среду, в среду). Ib. Пери-пĕри япала тӳрлетсе пĕтерсен, тепри ăна кĕтекенни: пулчи? тесе ыйтать. N. Вара мăн-кĕрӳ, виçĕ тапхăрччен кайса, çамрăксан (молодых) алăкĕнчен таккать, çапла каласа: пулчи? Тесе. Орау. Сăмавар пулман халь (не готов, не на столе). Ала 21. Иван, эсĕ пĕре те ан хăра, пĕр хăрамасăр вырт та çăвăр, эсĕ тăнă çĕре карап пулĕ (будет готов), тенĕ, тет. Йӳç. такăнт. 14. Ну, çитет сире паян! Чарăнăр!.. Карчăк, пулчи санăн? Ib. 15. Ман пулнă. Манăн пулчĕ. С.-Устье. Паян пулчĕ, ыран пулчĕ, туй тума вĕрем çитрĕ, тет. || Деваться. Халапсем. Манăн вара пурттăм ăçта пулчĕ (куда делся)? Н. Карм. Шăппăр таста пулнă (не знаю, куда, делась метла), урай шăлма; витере-тĕк (если в конюшне), илсе кил-ха. || Очутиться. Якейк. Пĕре ора шуса кайсанах, çырма тĕпĕнче полăн (полмалла). N. Хăйсем ялĕ таçта ту айне пулса, курăнми пулса юлат. || Казаться. N. Вĕсем мана пĕтĕмпех пĕлмен çынсем пек пулчĕç. || Оказаться. Абыз. Виç валем пек пуçĕ пулчĕ, улт купа пек кĕлетки пулч (у убитого змея). Регули 585. Ку лайăх полчĕ она. || Доставаться. Янтик. † Ах, йыснаçăм Якку пур, сана пулас хĕр марччĕ, такçтан телей çавăрчĕ. (Свад. п.). N. † Ир те пулат, каç та пулат, каçа хирĕç çил пулат; ик хура куç сана пулат, килсе курсан мĕн пулат. Лашм. Сан пекки мана тата пулĕ, ман пекки сана урăх пулас çук. Якейк. Ман виç тенкĕ окçа онах (санах) полчĕ. || Попасть в наказание. Якейк. Полчĕ ĕнтĕ коншăн мана. Достанется мне за это. Регули 587. Сана полатчĕ те, эс килимарăн. КС. Полать сана мантан! Попадет тебе от меня. || Удаваться. Ст. Айб. Выльăх-чĕрĕлĕх пăхмасăр пулмасть, теççĕ. (Послов.). N. Мункуна киле таврăнасшăнччĕ те, пулмарĕ (не удалось). Кубня. † Анкарти хыçĕнче тилĕ юртать, хуса кӳртсе пулмĕ-ши? Пулмарĕ пуль çав хуса кӳртесси (не удалось, видно). Ау 64°. Эх, пулмарĕ иккен! Не удалось! N. Сире курасси пулмасть пулĕ? (не удастся). || Сбыться. Чăв. й. пур. 19. Ăна çав ашшĕ калани чăнах пулнă (сбывалось над ним). || Случиться, совершиться. Актай. Ту-ту ула ут, çула пулса вилми ут, ту хăпарса ăвăнми ут. (Кăткă). Альш. Ывăлĕ хăранипе каласа хурать, тет, старастана улĕм мĕн пулмасса (сообщает на всякий случай старосте, предупреждая, кабы чего не случилось). Регули 590. Халь йăвăр çолсам полчĕç (килчĕç). Букв. 1904. Темĕн, ачам, пурте чăн-ши вара вăл унта, терĕ. Çак ялта акă иртнĕ хĕлле чăнах та пуласса та пулчĕ ун пекки. Юрк. Лешсем те темĕн пулчĕ-тĕр, тесе, хăраса пӳртрен хăшĕ турчăка, хăшĕ ухват йăтса тухса, ăна: сана мĕн пулчĕ? тесе ыйтса пĕлеççĕ. || Быть занятым. Алших. † Тек авăнпа пулас мар, паранкă кăлармасăр юлас мар. || Притворяться, делать вид. Панклеи. Ачу (сын твой) килнĕ çĕре эсĕ чирлĕ пулса вырт (притворись больною). N. Лешĕ мĕн те пулин вăрланă пулать. Тот делает вид, что украл (в игре). Регули 171. Эп те ĕçленĕ пек полам. Ib. 335. Эп тытнă полтăм. Ib. 336. Вăлсам çине кала, вăлсам тытнă полччĕр, эпĕр мар. Ib. 361. Эп çакна тума полам. Ib. 360. Конпа çирĕм лаша вăрланă полам. || Обещать, обязаться. Юрк. Унта çынсене хăйпе кĕрешме чĕнет, хăйне çĕнекен çынна çирĕм пилĕк тенкĕ тӳлеме пулат. Альш. Вăрçĕччĕ, вăрçма юрамаст, мĕшĕн тесен вĕсем варçмасса пулнă. N. Пама пулнă. || Хотеть. N. Каясшăн пулнă. М. Карач. Вĕренсе тухсан, эпĕ пит вĕренме каясшĕн пулнă, вĕрентекен те пит парасшĕнчĕ. Çамр. Хресч. Мĕн тĕрлĕ эпĕ сана ярасшăн пулмарăм, çапах та эсĕ мана итлемерĕн. Как ни старался я удержать тебя (дома), но ты меня не послушался. || Истопиться. Городище. Мунча пулнă. Баня истопилась. Сред. Юм. Мунча пôлнă. Баня истоплена, готова (можно итти париться). Ст. Семёнк. Кăмака пулнă. Печка прогорела. || Coire. Городище. Эп Ванюкпа пулман. || Употребляется в чувашизмах. П.-Сорм. Унччен те пулмарĕ, тет, тимĕрç-лаççи патне çитрĕ, тет, çав çĕленех. Йӳç. такăнт. 52. Эпĕ çитеччен те пулмарĕ (не успел я подоспеть), вăл тăвар кисиппипе янклаттарса та хучĕ. Ала. Çавă ача пӳрте кĕрсессĕнех, пушăтне пăрахаччен те пулман, ачана çапнă та ӳкернĕ. Юрк. Вăл эпĕ çапла каличчен те пулмарĕ, кĕнеке аллинчех тытса тăнă. Эпĕ ăна сăнаман та. Эпĕ çапла каласанах, вăл мана вулама кĕнеке пачĕ. Ib. Ăна пулсан, тăванĕсем, ял çыннисем, пурте начар çынсем пулнă. N. Эпир пулсан, пĕр пус та ярас çук. Мы на его месте не послали бы ни одной копейки. Якейк. Иван полса Иван мантан колать. На что Иван, и тот надо мною смеется. Сенчук. † Ай-хай куккамçăм, инкеçĕм, чăнах пулмалипе пулнă иккен. СТИК. Ĕнтĕ эсĕ ачупах пултăн! Ты там все возишься с ребенком! Ну уж ты спаслась там со своим ребенком. БАБ. Хайхи хушпусене: мĕн пулсан пулат (будь что будет), пытарса хутăм. Ib. Мĕн пулсан та пулат (что будет, то будет), эпĕ те юмăç каланă тăрăх туса пăхам-ха. Пшкрт. Мĕн полсан полат, тавай кĕрсе пăхăпăр. Хĕн-хур. Мĕн пулсан та пулĕ (что будет), сик: ура хуçăлнине тӳсĕн, вутра çунниех мар. Янш.-Норв. Хайхине, мĕн пулин пулат тесе, пĕтем вăйăмпа: уççах! тесе кăшкăрса ятăм (крикнул на волка, который крался к вутăш'у). Ib. Унăн пек хĕр эпĕ кун чуллĕ пулнăранпа та курман (очень хороша). Сред. Юм. Пиччĕш пôлмин, ашшĕ пôлтăр. Для меня не брат, будь хоть отец (все равно). Ала 12. Малалла вара ватă хуçанăн унпа пырасси-тăвасси пулман, тет. Толст. Санран çĕлесси пулмĕ. Не сумеешь шить. Шурăм-п. Мана: çакăнта лар-ха! тесси пулмарĕ. Сёт-к. Пĕр тапрансан полмĕ-ха вăл йоласси. Когда примемся за работу, то уж не будем оставаться дома (из-за незначительного дождя). N. Ырана валли çак стихотворение вĕреннĕ пултăр (вĕренсе хунă пултăр)! У меня, чтобы к завтрашнему дню выучить это стихотворение. Регули 1505. Эп хам тума пĕлместĕп полсан, вăл мана вĕренттĕрччĕ. Ib. 365. Çапла тăвăр, мана тытмалла полтăр. Ib. 442. Тытса полсан, исе кил. Ib. 443. Ман атти килнĕ полсан, сан пата ярăп. Ib. 448. Сумар полнă полин, мĕн ĕç? Ib. 457. Вăл корнă полсан, çиленнĕ полĕ. С.-Устье. Çавнашкал (такой-то) салтак килсен, укçа илнĕ ан пултăр (чтобы с него не брать). Альш. † Илтнĕ пулăр хĕр-çынсем: çулла каяс ан пулăр. Регули. 310. Эп онта порнатăп полсан, халь ман пата килĕччĕ. N. Порăннă полнă, тет, пĕр ялта пĕр карчăкпа старик. N. Санăн ачу вилмен пулнă, вăл сиве шăнса вилнĕ пек хытса кайнă пулнă, халĕ пӳртре ăшăнчĕ те, авă сывалчĕ.

пулать

значит, выходит. Вишн. 60. Апла пулсан выльăхчĕрлĕх çимĕçĕ: аш, сĕт-турăх, çынна пит тасалантараççĕ, пулать. Орау. Чикке кайни — Çĕпĕре кайни пулать, пулать, вара. (Игра в лапти). N. Курушин та килсе перĕннĕ, пулать-и-ха кунта? Значит и Курушин здесь побывал. N. Мана конта ку чир тиврĕ, полать-ĕç-ха! Скотолеч. 4. Витене кĕрсен, лаша хырăмепе малти ури тунине пăхас пулать; вĕсем йĕпе пулсассăн, лаша выртнă, пулать (значит лежала). Кан. Кам акса кайнă, пулать-ха, ку анана. Кто, же, выходит, засеял этот загон? (Гов. с удивлением). Кама 25. Мĕн çитмерĕ вара? Манпа пурăнса йăлăхтарчĕ те пулать-и? Изамб. Т. Вут тĕртеп, теçе, хăратрĕ пулат. Это он мне пожаром пригрозил выходит. N. Укçа çитеймест пулать-ха (неужели денег не хватит) капла, тесе шиклене пуçланă вара. КАЯ. Кам кăна çавăрать пулать-ха? Кто же это его мог бы вертеть? (т. е. вертит. Гов. с недоумением). Сборн. по мед. Мĕнтен сарăлчĕ пулать ĕнтĕ вăл чир? Чем же объяснить распространение этой болезни? СТИК. Вăл ăçта каят пулат вара? Куда же это он идет? Ib. Халĕ вăл вырăнта нимĕн çук-ĕçке, ăçта кайса пĕтрĕ пулат-ха (куда же все делось). ЧС. Эй сурăхăмсем! çиккелесе кăна çӳретĕр-çке, те кусене ешĕл курăк юрамарĕ пулать, мĕшĕн çитерме ятăмăр-ши. Якейк. Карăм полать он патне. || Якейк. Илтĕм полать çав осал япалая! Стоит покупать такую дрянь! || Будто бы. Нюш-к. Пăкачав чухне питĕ нумай укçа çĕр айне пытарнă пулать. N. Адам çĕрĕн пĕр енне, Евă тепĕр енне лекнĕ пулать, вĕсене турă çиленсе çапла тунă пулать. (Из сказки). Баран. 57. Епле вăл çук пулать? Как это нет? См. Оп. иссл. чув. синт. II, 127.

пулин

(пул'ин'), пусть, ну так что же? См. Оп. иссл. чув. cинт. II, 165. Регули 439. Вăл сумар полчĕ; полин, мĕскер тăвас. СТИК. Кайнă пулин вара... мана мĕн ĕç! Мне какое дело, пусть ушли. || Несмотря на то... хотя. Регули 1516. Хăва хоçа полин те, çаплах ĕçлет. Ib. 1500. Вăл пурмис полин те, эп онтан хăрамастăп. Б.-Яуши. † Кăвакарчăн кăвак та, чĕппи нумай, чĕппи нумай пулин те, ай, сĕчĕ çук. N. Хам пĕчĕккĕ пулин те, чăрмавăм пысăк пулайчĕ. Актай. Аçуна вĕлерчĕ пулин те, кайнă чух улма пулса ларăпăр, вĕсем, ăна çисе пăхсан, вилĕç, тесе каларĕç, тет. Якейк. Йăван полин Йăван çынтан колат. || Даже и... Торп-к. Хум-пуç калать тет: эсĕр уна та пулин (даже о такой малости) калатăр; эпĕ кĕсре куртăм, утмассерен тиха тăвать те, уна та пулин (даже о такой удивительной вещи) каламастăп. || Хотя бы. N. Вăл та пулин ан пăрахтăр. Менча Ч. Камăн хăйĕн аш-пăш, сăра тума хăмла-салат çукки сутăн та пулин илсе хатĕрлет (хоть купит да приготовит, т. е. хотя бы даже пришлось купить, а все-таки купит). Янтик. Салам ярса салам çитмесен, хăвăр та пулин килсе курсамăр. Ачач 71. Апла пулин те. || Кабы, если бы. СТИК. Эсĕ мана ăна каланă пулин, атту каламан мĕн туман, ыйтатăн (кабы ты говорил мне, тогда другое дело, а то чего приставать). || Урмай. Кучĕ (хлеба) хăмăш пек, тăрри пăрçа пек пысăк пулин пар. (Моленье). Т. VI, 25. Пĕсмĕлле, турăçăм-пӳлĕхçĕм, выльăх-чĕрлĕхшĕн те пулин çырлах; пĕр вĕçне картана, тепĕр вĕçне шыва пар. Кĕсре хыççăн тиха ертме пулин пар, сурăх хыççăн путек ертме пулин пар. || Иногда имеет то же значение, что пулсан. Альш. † Ăсатассăр пулин час ăсатăр: пусмăр çине тухса тĕсетĕр. Ib. Тырри пулин тырри, чăххи пулин чăххи, темĕн те пуçтаратчĕç, тет. || Из-за, ради. Ерк. 54. Мула пулин уйрăлчĕ ула утран Патерек — виçĕ тăван савăнчĕ ку лашашăн темĕн пек. || Часто входит в состав неопределенных местоимений и наречий. О сохр. здор. 20. Çавăн пек чирлĕ çынсенчен чир кирек мĕнле япалана та пулин çыпăçса ерсе юлать юлатех. || Что касается до... Ст. Шаймурз. Ашшĕ пулин, улпут пулса пурăнат, тет, ывăлĕ халĕ те патша пулса пурăнат, тет. (Сказка). Альш. Çуркунне пулин пĕтĕмпе яла шыв кĕрет. Ib. Ача-пăча çула пулин пĕрер кăкшăм ăман чавса кăларат та навус айĕнчен, каят эрттилпе Этремен хĕррине вăлта хыптарма.

пултар

(-дар), понуд. ф. от гл. пул. N. Шыв хĕрринчи йывăç хăй çимĕçне вăхăтра пултарать. Пир. Ял. Ир çĕртме туни тырра лайăх пултарать. Сред. Юм. Кайăк пăхĕ (птичий помет) тыр пит полтарать, тет. || Мять. СТИК. Пултараймĕ вăл. Не выздоровеет пожалуй. Сунт. Вăсенчен пĕри, Лисук ятлăскер, пит пултармалла хĕр пек курăнчĕ-ха мана. Юрк. Малашне, пурăна пуçласан, темĕн те тума пултарĕ. Актай. † Пултаратпăр — тухатпăр, пултарас çук — тухас çук, кăмака çинчен анас çук. N. Вăл килмесĕр пултараймасть. N. Киле каяççĕ. тет те, ашшĕне калат, тет: вăт ку пултарĕ, тесе калать, тет. Регули 550. Эп она исе килме полтаримарăм, ытла йăвăрччĕ. Ib. 549. Вăл çĕклеме полтарчĕ, эп полтаримарăм. Ib. 548. Тума полтарас çок эс. В. С. Разум. КЧП. Ыттисем ăна (Кĕслеçĕ Çимунне): аван выллярĕ, терĕç те, мана пĕртте пултарайман пек курăнчĕ. Вишн. 69. Аван шывпа усал шыва паллама кирек кам та пултарать. Б. Олг. Çирĕм сакăр çын ăшĕнче вăл мана корчĕ, эп ача полтармалла, эфлеттĕре орчĕ (назначил) мана. Шугур. Вара эпĕ пултараймарăм та, пурăнма хам çуралнă киле карăм. Юрк. Халиччен эпĕ çынна тĕтĕрмен те, тытăнсан тепле, пултарайăп-ши? (тет кулса). || Творить. N. Пур пултарнисем те юрлăр. Орау. Турă икĕ йăвăçа пултарнă, тет. (Сказка). Баран. 140. Вĕсем пурте пултарса пулнă япаласем (haec omnia creata sunt). || Истопить. Сред. Юм. Мунча хотса полтартăм. Баню истопил. Альш. Карчăк мунча хутма-каят та, часрах пултарса килет, тет. || КС. Пултарать вăл. Tam valido fruitur Priapo, ut mulieribus egregie satisfacere possit.

пулă

полă (пулы̆, полы̆), рыба. Трхбл. Пулă, пулă, пулă! Пулă пуçĕ çулă! (Пулă сутаканăн сăмахĕ). N. Пулăран килчĕç. Вернулись с рыбалки. N. Пулли пулсан, тытаканни те пулĕ. N. Полла Атăла карĕç. Орау. Купăсти лайăхах мар та: пулă курман — шӳрпи, тиç (послов.), çампек — юрарĕ. Юрк. Чăвашсем ытти çимĕçсене пулăсене (cuiusque generis), тата ытти çимĕçсене те ытти çынсем пекех пĕçерсе çиеççĕ. Сред. Юм. Тинĕс хĕрĕнче ял пик пôлăсĕм выртаççĕ, тет, çав полăсĕм çĕршер пăт какайне касса илсен те туймаççе, тет. Арзад. 1908, 35. Элкӳле сĕрекепе пулла кайнă. Кан. Пулă тытас ĕç мĕнле пырать. Ачач 105. Ачасем вара кунĕ-кунĕпе пулăра ирттернĕ (были на рыбалке). Баран. 168. Вĕсем пăлансем усраççĕ, тискер кайăксем, пулăсем тытаççĕ. N. Альошки алра та тытса тăма пĕлмест, пулă пекех явкаланат. Альш. Пулă вăлчă сапат. Ib. Кӳлĕ пулли юхса выртан шыври пулăран хăйне ăрасна пулă пулат вăл. Ib. Пулла кĕрсе, теççĕ пулăçăсем. Изамб. Т. Эпир ĕнер, кăнтăрла сулăнсан, пулла кайрăмăр (ловить рыбу). N. Пулăран тавăрăнсан. СЧЧ. Пулла çӳре, ходить ловить рыбу. См. шыв. Ау 206. Пулăçă пулла çӳрет, тет. ЧП. Çак эпир пурнакан çĕр пулă çинче тăрать. (Наговор). Собр. Япалан тулĕ тулă, ăшĕ пулă, теççĕ. (Послов.). См. пул.

пулмакайĕ

так что же, пусть. Юрк. 26. Пулмакайĕ, вĕсем хамăр прихутрисем, кĕсем ютсем! тет арăмĕ (упăшкине). Ib. Пулмакайĕ ирĕксĕр ĕç! тет (лакейĕ улпутне). Ib. Пулмакайĕ! Службăна пăрахса тата малалла вĕренес пулат.

пултаç

вероятно. Рекеев. Вĕсем вăрмана кайнă пултаç.

пульккă

(пул'ккы̆), дробь, пуля. Яргуньк, СТИК., КC. Торх. N. Вĕсем те тăшман енчен çумăр пек килсе ӳкекен пульккăсем айне пула-пула вилеççĕ. N. Ахаль сымарланса (= сымар пулса), пульккă тимесĕр вилчĕ. Якейк. Сохран-й. Польккă, дробь. N. Çав çӳçе тĕмине пульккă татса тăкрĕ.

пумелкке

(пумэл'ккэ), поминки. Аттик. Пирĕн таврари чăвашсем: вилнĕ çын пирĕн патăртан пумелккине тумасăр уйăрăлса каймасть, теççĕ. Вăл пумелкке тăваччĕн пирĕн пата кашни çĕр хăнана килет, теççĕ. Ib. Çиччĕшĕнчен кайран тин пумелккине тăваççĕ. Пумелккене тĕрлĕ вăхăтра тăваççĕ. Чухăнтараххисем вилни виç эрне иртсенех тăваççĕ, пуйтараххисем çич-сакăр эрнерен тин тăваççĕ. Арçын вилĕ леш тĕнчере те кунти пекех лашапа çурет. Хĕрарăм вилĕ ĕне-сурăхпа çӳрет, теççĕ. Çавăнпа пумелккере, арçын вилĕ пулсан, лаша е тиха параççĕ. Хĕрарам вилĕ пулсан, пăру е сурăх параççĕ. Ib. Вĕсем пумелккине тăваччĕн вилнĕ çын лештĕнчере çын çăмне çыпçаймасть, теççĕ. Пумелккине тусан тин леш тĕнчере вырăн парать, теççĕ. Ib. Вăл пумелкке выльăхне ахаль выльăха пуснă пек сĕре (= зря) пусмаççĕ, ăна пусас умĕн пĕри укăлча тул ăшне тухса, масар еннелле пăхса, вилнĕ çын ятне кала-кала акă çапла чĕнет: эй (ятне калать), сана çӳрен тиха паратпăр (тиха пусаççĕ пулсан), илме кил! тет. Тихине вара тин пусаççĕ. Пуçтарăнса çитсессĕн, вара вилле, пумелккене чĕнме тесе, масар çине хĕр-туя кайнă пек лаша кӳлсе, мăшăр хăнкрав çакса, пĕр витре сăра, пĕр штав эрех исе, çич-саккăрăн ларса каяççĕ. Вĕсем, масар çине çитсен, туртса кăлараççĕ сăрапа эрехе те, ĕçе-ĕçе вилле акă çапла чĕнеççĕ: эй (ятне калать), сана сăрапа, эрехпе чĕнме килтĕмĕр, айта пумелккене, санăн тую валли çавна-çавна илтĕмĕр, çавна-çавна турăмăр, ĕçсе çиме пыр! теççĕ те, ĕçсе ярайман эрех-сăрана тăкса хăварса, киле тавăрăнаççĕ. Килте вара тин пумелкке пуçланса каят.

пупăн

подр. звуку, издаваемому сурком. Альш. Сăвăрсем, шăтăкне кĕрсе кайнă чухне: пупăн-пупăн, çукăн-çукăн, тенĕ пек каласа кĕрсе каяççĕ вĕсем.

пур

в соединении с именами означает: каждый или весь. Кан. Пур çуртĕнче те (во всех домах) çитменлĕхсем куçа курăнаççĕ. N. Пирĕн енче пур тырă та акаççĕ. Баран. 93. Пурин кĕмĕлне те миххи çăварне хур. Шурăм-п. Пирĕн яла çитсессĕн: хĕрлĕ Кĕркури ăçта пурăнать, тесе, ыйтăр анчах сире пур ача та кăтартĕ. N. Ман ятăм ĕмĕр пĕтичченех унта пултăр, манăн куçăмсем, чĕрем пур кун та унта пултăр. Качал. Хĕр Йăван ăттине хыврĕ, тит те, виçĕ хут пур вăйран (изо всех сил) çапрĕ те, Йăван тăчĕ. Якейк. Килти пор çын та тола тохрĕ (но: не «çынсем»). Килти çынсем пор те тола тохрĕç (но: не «çын»). Тяптяево. Вот епле вĕсем пăкăр вăрмана çитрĕç, пăкăр вăрманта пăкăр çулчăсем, эпĕ пĕр çулчине татса илтĕм те, пур вăрманĕпе çулчăсем тăкăнма пуçларĕç. Завражн. С Е. хăй хорăнташĕсенчен пор çĕртен те иртерет. Регули 1005. Пор çынсам та конта. О сохр. здор. Тăпра ăшĕнче темĕн-те-пĕр çĕрме пултарать: пур ӳсекен курăк-улăм, пĕтĕм пахча-çимĕç, пур пăх-шăк вилĕ çĕре çăрăнса кĕреççĕ те, унта исленсе выртса çĕреççĕ. Синерь. Тепĕр пӳлĕмне кĕчĕ, тет те, унта уçса пăххăþ — ылтăн, тет, пур пури (= пурри) выртат, тет. N. Çак ĕçсене пурнех те туса пĕтерсен. N. Пуриннинчен те хаклă. Чув. пр. о пог. 13. Хĕвел тухăçĕ пур тĕслĕ пулсан, çăмăр çав кунех кĕтес пулать. Если при восходе солнца небо окрашивается во все цвета, нужно ждать в этот день дождя. Регули 1007. Пор тĕслĕ те туса пăхрам. || Всё. N. Мана пурне тума та ирĕк панă.

пурĕ

весь; всего. N. Пурĕ е 35, е 40 ачаран ытла пуçтарăнмасть. Истор. Вĕсем пурĕ вун пĕр княç пĕрле пулса Киеве кайнă. Чем люди живы. Каласан, Михала мĕншĕн санран ку тĕрлĕ çутă килет-ши, мĕншĕн тата эсĕ пурĕ виçĕ хутчен култăн? Ачач 52. Кунашкал пухура Тимуш пурĕ виççĕмĕш хут пулать ĕнтĕ.

пур-çук

все, что имеется. Ала 55. Çапла эпĕ хăра-хăрах вĕсем патне мĕн пурне-çукне йăта (выносить) пуçларăм. N. Пура-çука та: атте, ку мĕн япала? тесе, ашшĕнчен ыйтса пĕлет. Сред. Юм. Пôр-çôк çинчен йăмахлать. Çамрăклах пôр-çôк çинчен пит шôкăшлакан çын порнăç тăвать, теççĕ. КС. Мĕн пура-çука (вещь, которая может привести к дурному) кирлĕ мар çĕртен пĕлесшĕн ан тăрăш. N. Вăл пурри çуккине те пĕлмен. Сред. Юм. Порĕ-çокĕ пĕрех. || Небольшая наличность, малость, минимальное количество. ТММ. Ялти чухăн хресченĕн пур-çук анине шуратса хăварма вăрлăхĕ çитмен. ||Скудость. Çĕнтерчĕ 9. Эпĕ пур-çукпа тарăхсах иртеретĕп пуль. Актай. † Пирĕн атти пуян мар, ни пуян мар, начар мар, пура-çука палăртмаçть. || Скудный. N. Пур-çук выльăх-чĕрлĕхне пăрахса.

пуриса

то же, что пуррисем? Цив. Камăн ачасем пуриса харпăр ачăрсен чарас пулать (çапла урамра алхасса, кулса, ахăрса, вăляса, вĕсем пăсăлаççĕ).

пурăн

порăн (пуры̆н, поры̆н), жить, существовать, обитать, проживать. Орбаш. Мĕшĕн кунта пур çын та чул пулса пурнаççĕ (обращены в камень), мучи? тет. Ст. Шаймурз. † Пурăнас та мар çакă пурăнăçа, хамăр савнисене илес çук. НИП. Манăн чĕлхе, Шупашкарта нумай пурăнса, Шупашкар евелле кайнă пăртак. Сятра. Порнас текен порниман, тет, вилес текен вилимен, тет. Яргуньк. Унтан упапа шуйтан тухса тарсан, пӳрте кĕчĕ, тет те, халĕ те пулин хĕрпе икĕшĕ пурăна параççĕ (живут себе), тет. Тюрл. Маленьких забавляют, перебирая пальцы: — Епле пурăнас? — Пурăнăпăр-ха! — Кивçен илес? — Кивçен илсен, парса татасси. — Çиес те тарас! Альш. Темĕскерле вăл енчи çынсем тутарсем евĕрлĕ, мăкшă-ирçе манерлĕ пурăннăн туйăнатчĕ мана. Календ. 1993. Çапла ытлашши укçана кая-кая хурса, пĕр майлă пурăнакан çын та пайтах укçа пухма пултарать. Чет. Пути. Пирĕн асатте ĕмĕрне çапла пурăнса ирттернĕ. Эпĕ те çапла пурăнсанччĕ! тенĕ. Халапсем 31. Пурăнсан, юрать ĕнтĕ. Очень рад, что вы в добром здоровьи (ответ на приветствие). N. Халĕ те типĕ алăпах пурăнат. Она и до сих пор остается сухорукой. Кратк. расск. 18. Аçăр пурăнать-и сирĕн? тата тăванăрсем пур-и? тесе, тĕпченĕ вĕсенчен. Юрк. 24. Епле, Василий Васильевич, аван пурăнатна? N. Выльăхсем пурте пурнаççĕ, лашасем пурте пурнаççĕ. Орау. Эй, ухмах, пурăнчĕ-çке çав! Ах, как он роскошно жил! Регули 823. Эп конта пор(ăн) нăран та коримастăп она. Ib. 667. Вăл порăннă пӳрт çакă. Трхбл. «Пурăнатра?» — «Пурăнатпăр та, витĕр курăнатпăр" (Старая острота). ЧП. Пирĕн пек çамрăк, ай, ячисем пурăна киле ăс илеççĕ. ГРМ. Пурнан ĕмĕрте те (в жизни, на жизненном пути) миçе тĕрлĕ шутламалли ĕç те пулать. Кан. Ку хула ларнă вырăн шыв тĕлешĕнчен чухăн пурăнать (лишен воды). ЧС. Пурăннă кунăнта та (в течение твоей жизни) лайăх тумлантараймарăмăр пулсан та (тебя), ан ӳпкеле, ачам! (Плач матери о покойнике). Шибач. Конта, тет, пор-и тет, порăнакан? Здесь есть живущие? Пшкрт. Лайăк порнаттăр-и? — Лайăк халĕ, хусамăр лайăх-и? — Пер те (= эпĕр те) лайăх халь — Лайăк полсан, этлеме (= итлеме) те лайăк. Этем йăх. еп. пуç. кай. 102. Этемĕн пĕр йăхĕ аслашшĕсенчен упăтĕленсе пырса, пурăнма меслетленсе пынă, тепĕр йăхĕ этемленсе пынă. Юрк. Хулара пурăнсаттăм, хулари пурăнăç пит кансĕр пулчĕ. Орау. Мĕлле, аван пурнатри? — Пыратчĕ те-ха, ĕçĕ-халĕ ăнса пымарĕ-ха. N. Хурĕ калать: мана мăн шыв пулсан, пурнап эпĕ, тенĕ. Шемшер. † Ялта тӳрри порччĕ ман: мăн-çын пĕлесрен порăнмарăм. N. Эп ĕлĕк килте пурăннăрах чухне çил армансем çукчĕ. || Существовать, быть целым. Шел. П. 62. Çавăнпа ку япаласем çапла нумай пурăнаççĕ. Б. Олг. Ойăх порнат вăтăр кон. Вăл ик эрне толат, ик эрне çитсен катăлат, пĕчĕкленет. Хӳел пĕтме пĕлмест, порнат пер шотлах. КС. Эс унта кайсассăн, вăл пурнатне (-т'н'э), нурнмаçтне (-с'т'н'э) пĕлсе кил-ха. N. Ну, сывă пул, как-нипуть сывă пурăнмалла пул. || Обходиться. Кан. Пӳртре харпăр хăй алшăлипе пурăнаççĕ. || Находиться. N. Манăн пилет санра пурăнат-и? N. Йысни вăрçăрах порнать N. Вунă кун пурăнса тух. || Намереваться. Ск. и пред. 63. Тата çитменнине Кĕтерне те илесшĕн пурăннă тахăçантанпах. | Состоять (в должносги), служить. Н. Карм. Эпĕ халĕ хамăр ялта, Хурамалта учитĕлре пурăнатăп. N. Эс конта мĕн патĕнче порăнатăн? Орау. Ун панче порнат. У него служит. Баран. 83. Асли (старший) хуçа вырăнĕнче (за хозяина) пурăнать || Страдать (болезнью). N. Ĕслĕкпĕ порнап. N. Хам вар-виттипе пурăнатăп. || В чувашизмах. Якейк. † Ялти ыр хĕр пирн варличчĕ, порнас-илес тенĕ чох, тăрса йолчĕ — мĕн тăвас? N. Вĕсем пурте пурăнас-тăвас пулсан, хире нимĕнле тырă та акса илесси пулмĕччĕ || В качестве вспомог. гл. N. Вăл вĕт этем осалли, çынăн йоннеççе (= йонне ĕçсе) порнать. БАБ. Вăтăр çула çитичченех вăл утмасăр пурăннă (не мог ходить), тет. Трахома. Упăшки шăлакан алшăллипе арăмĕ те пĕр тиркемесĕр шăлса пурăннă N. Лаша эрне çухалса пурăнчĕ (пропадала неделю). Юрк. Кăпирнаттăр, пире кунта тĕрмере питĕ начар çитерçе пурăнаççĕ, тархашшăн авантарах çитерсе пурăнма хушса хăварсамччĕ. Ib. Чăвашсем ĕлĕкренпех выльăх-чĕрлĕхсем ӳстерсе пурăннă çынсем. Кан. Талăкра пĕрехçех сăвса пурăннă хыççăн, пĕр кунне сăвмасăр сиктермелле.

пурăнăç

пурнăç (пуры̆ны̆с, пурны̆с), жизнь. Изамб. Т. Кутăн кайнă пурăнăç. Сборн. по мед. Пурăнан пурăнăçра та çавах: пурăнăçа малалла ярам, тесен, шухăшлас, тăрăшас пулать. Ск. и пред. 103. Вара хайхи пурăнать, пурăнăç чулне (тяготы жизни) сĕтĕрет. N. Пурăнăçăн вĕçĕ çывăхарнине курсан... ЧП. Эпир пурăнатпăр пурăнăçа, пуçа мĕн килессе пĕлместĕпĕр. N. Иккĕшĕ пĕр-пĕринпе курăнăçса пурăнăç ыйтнă вĕсем. Ал. цв. 27. Ниăçтан та хирĕç чĕнӳ те, пурăнăç ыйту та, нимĕн те илтĕнмест. Трхбл. Пурăнăçу-масару! Чорт бы ее подрал, эту жизнь! Ст. Чек. Йăвашланн = пурăнăçĕпе çука ернĕ. Ib. Пурăнăçа ирттересчĕ. Ib. Пурăнăç умне татрăмăр (выбились из бедственного положения и даже несколько разбогатели). N. Кунтан кайнă чух, тулли пурăнăçпа тухса кайрăм эпĕ. N. Лайăх пурнăç тăвайрĕç-ши? Орау. Этемĕн пурнăçĕ: паян пур та, ыран çук. Ib. Пурнăç манăн пĕтĕмпех кутăна карĕ-ха (плоха). N. Пуян çынăн пурнăçĕ кĕпер урлă каçнă пек, начар çынăн пурнăçĕ тăвайккинчен хăпарнă пек. N. Ман порнăç питĕ осал, питĕ йăвăр, йĕп тăрăнчи порнăç пекех. N. Сан пурнăç мĕле, пăртак самай пик туйнать-и? N. Ман пурнăç ăнми пулчĕ: хам Хусантан килнĕ çĕре качака путекки вилсе выртрĕ. N. Пурнăç пекскерсем. N. Эсĕ ху та пĕлен манăн пурнăç йĕп çинчине. N. Вăл (она) только пурăнăçа юхтарса анчах пурнать (плохо). Ерк. 76. Çапла Урха килĕнче пурнăçсем шăваççĕ... Тăв. 18. Пĕри вăрмана, тепри армана кайсан, мĕнле пурнăç пулать. Чураль-к. † Кăмака çинчи сарă çыв, ирлимаç-çке, пĕтимаç-çке; хамăр ялти сар варлийĕ, мансăр пурнăç пурнимаç-çке. Сёт-к. Вăлчăр-вăшт! пирн порнăç çакки çи-и-нче! тесе каланă, тит. — Алă тони пак туса килет поль те-хе, титчĕç. Вара килсен сар кĕрĕксем ĕçлеттерĕччĕ. Ib. Пирн ялти Палли старик калатчĕ, тит: порнăç кокри — воник коккăр. Шибач. Атти, тет, пирĕн порнмалăх, тет, порнăç пор, тет. Неужели, тет, пире, тет, орăх çĕрте хĕр паракан полмĕ, тет. ЧС. Аçу-аннӳ сăмахне пăхмарăн ĕнтĕ, таçти ютă çын вĕрентнĕ пек пурăнса, ӳлĕм епле пурнăç тыткалăн-ха. Нюш-к. Кăсĕм питĕ тӳрленсе иккĕш те çамрăк вăйпа питĕ ĕçлесе пурнăç тăвса пăрахаççĕ (усиленно работают и делаются зажиточными). Якейк. Порçăн тоттăр порнăçăмччĕ, вĕçсе кайса çохаласран, апи илсе çыхинччĕ. Ой к. Асламас. Порнăç умне татрăм. Поправился. Ашшĕ-амăшне. Иван пурнăç ыйтсассăн, вăл ăна хирĕç каланă: атя, килех! хăна пулăн? тенĕ.

пус

, пос, давить, придавить, надавливать, нажимать, набивать. Шел. 98. Ирĕксĕр пусса выртма тытăнчĕç. N. Урине урапа пусса карĕ. N. Вăл çĕрĕк патаккине питĕ хытă пусма тапратрĕ. Альш. † Пусса-пусса ан кала (не играй сильно надавливая на лады), пуç ыратать, аттеçĕм; варрăн-варрăн ан кала, вар ыратать, аттеçĕм. Ib. † Пусма кĕпе пит пусать, хăмаç кĕпе пит усать. Ib. Старикки пĕр ывçă тăм илет те, çын кĕлетки туса кăмакана хурат, тет. Куçне тăхлан пусат (вдавливает), тет. Ст. Шаймурз. † Укалчаран тухсассăн, тăм кĕлетке тăвăпăр, куçне тăхлан пусăпăр, пилĕкне пурçин çыхăпăр. Н. Лебеж. Чавка чĕппи илнĕ чух виçсĕмĕре çыран пусрĕ (придавил обрушившийся берег). Чертаг. Хыт пôсса толтарнă. Ib. Пôса-пôса толтарнă (туго). Б. 13. Çĕнĕ кĕрĕк çĕлетрĕм, пусса тăхăна (регулярно, все время) пĕлмерĕм, ахалех çĕтĕлсе пĕтрĕ. Кан. Пусарчăксем çĕр мамăкне пусарах тиеме май параççĕ. N. Пусса хуман, наложено неплотно (вещество). Толст. Чăршă турачĕсем юр пуснипе (под тяжестью снега) усăна-усăна аннă. В. Олг. Ора айне кĕрсе каят, поссарас (= посса ярас) полат (как раз задавишь, котёнка). Сред. Юм. Хӳме ачана пôснă. Забор задавил ребенка. Ib. Хыта полнă-и, тесе, хăмла кипписĕне порне те посса пăхса тохрĕ. Батыр. Пĕр çынна кашни каç вопăр посма поçларĕ, тет. Орау. Урапа кустăрми сысна мăйĕ çинех çитсе пусрĕ. Ib. Çӳлти хутри мачча йăтăнса анса, аялти хутсенчи маччасене те пусса йăтăнтарса антарнă (или: пусса çĕмĕрсе антарнă). Ала 61. † Тăванçăм каяс патне те, ай, çитсессĕн, куçне пусса шăла та пуçларĕ. N. † Шерпетпеле питне çăваççĕ, шур пӳспеле пусса шăлаççĕ. N. † Питне куççулпе çăват, çаннипе пусса шăлать. Карсун. Чипер посса шăл (плотно вытирай). Бугульм. † Куççулĕпе пичĕсеве çăваççĕ, çанни вĕçĕсемпе пусса шăлаççĕ. Юрк. † Шурă акка пачĕ шурă тутăр, вĕри куççӳллисене пусса шăлма. Кан. Ăна (кулача) вăл вара ларса çимест, пур те курччăр тесе, ăрам тăрăх утса урлă пусса çыртса пырать. || Поглаживать (напр. брюшко). ТХКА 121. Шурă мăнтăр аллипе квапи тĕлне тытать те, йăл-йăл кулса савăнса, мăн хырăмне ик алпе вар пуснă пек сĕркелет || Ступать, переступать, наступать. Юрк. Хăваттиртен хаприке виççĕ ярса пуссан çитетен. ССО. Ярса пусмассерен çĕнĕ япала. На каждом шагу новости. N. Эпĕ ăçталла ярса пуснине искерсе (наблюдая) çӳретĕн. Альш. Пурте çывăрса кайсан, ку хĕр тăрат, тет те, çав каччи текенни çине пуссах тухса каят, тет. Алших. Çулçине татса ил те, урупа ун çине пус. N. Пĕрре слон çиленнĕ те, хăй хуçине урипе пуснă. N. Мăн кĕрнӳкерĕ çак такмакне каласа пĕтериччен, ытти туй халăхĕсем пурте мăн-кĕрнӳкер хыçĕнче умлă-хыçлă тăрса, тепĕр ура çине пусса, пуçĕсене пĕшкĕртсе, ташласа тăраççĕ. Сюгал-Яуш. Эпĕ, шыв хĕрне çитсен, нумайччен пусса çурерĕм. Ск. и пред. 103. Пĕр пуçĕнчен хыр каска тӳртне пусса кĕмешкĕн (вместо приступка или ступеньки). || В перен. зн. Никит. Михали пилĕке пуснă. Михаилу пошел пятый год. ТХКА 13. Ман ывăл ача кăçал кĕркунне вунă çул тултарчĕ, вунпĕр çула пусрĕ. Изамб. Т. Ватăлтăм ĕнтĕ, хĕрĕхе пусап та (старухой стала). N. Çавăнтан кайран тăватă кун иртсе пиллĕкĕмĕшне пуссан (на пятый год)... || Приклеивать. N. Прошенисене пусма илекен маркă укçине, тата урах та тӳрех пуçтарман укçана косвенный налог теççĕ. || Прикладывать. Скотолеч. 16. Урнă йытă çыртнă вырăна хăвăртрах тимĕр хĕртсе пусас пулать, е вĕри кĕлпе пусас пулать. N. Вăл (уж) сăхнă вырăна ĕмме те, тимĕр хĕртсе пусма та кирлĕ мар. Ой-к. Вара хай карчăка хĕртнĕ тимĕрпе чĕлхинчен пусрĕ те, çаклатса лартрĕ. || Приложить (ладонь). N. Аллине кăмака çумне пусса илчĕ. Приложил ладонь (лапу) к печке. N. Аллине тӳнĕ пур çине (на толченый мел) пусрĕ те, пĕрене çумне пусрĕ. || Приложить руку, подписаться. N. Ку хут çине алă пуснă. Эта бумага подписана. N. Çак укçана илтĕм, тесе, алă пуснă. || Покрывать. Трахома. Малтанах куç шăрçи çине кăвак йăлхах (пленка) пуса пуслать. N. Тар пусасран хăратăп, боюсь, чтобы не покрыл пот. Альш. † Кĕмĕлех те çĕрĕ пысăк пулмас, унăн куçĕсене тар пусмас Юрк. Вĕсем çине тăпра, тусан пуснă пирки, курăксем ешерсе ӳсеççĕ. N. Мĕскĕн тумтирĕ хутламĕсенче тусан пусни паллă мĕн. Ib. Хуйхăлă чĕрене çу пусмĕ. || Заносить (о снеге), завалить. N. Малтан тухса кайнă чухне пĕр çын çуртне пĕтĕмпе юр пусса кайнине (что завалило) курчĕ, тет. N. Пӳрте юр пусса (хупласа) илнĕ. || Одолевать. Альш. † Кĕркуннехи уçăма турă (гнедой) ут пусĕ малашне. Каша † Ай-хай тăванăмсем-çунатăмсем, çичĕ ют пусрĕ, тесе, ан калăр. Ачач 80. Выртатăн, выртатăн та, хĕвел ăшши пусса çитернĕрен, çавăнтах акă питĕ тутлă... тутлă ăйхăпа çывăрса каятăн. ГТТ. Этемме хĕвел пуснине, уйăх пуснине куратпăр. N. Улăп пусни. С.-Устье. Вара патша ывăлĕ калат: анчах пăхса лараттăмччĕ, ыйхă хытă пусса килчĕ те, çывăрса карăм, тет. Шурăм-п. Тумтире е ӳт-тир çине пыйтă пуссан, инкек пулать. Якейк. Ĕçе-ĕçе кăсене сăра пуса пуçларĕ (стали пьянеть). ГТТ. Килте хура кушак пулсассăн, хура чăхă пулсассăн, тăшман (враг) пусаймас, тет. Зап. ВНО. Анана арăм-ути пуснă (пусса кайнă). N. Пĕтĕм çырмана хăва пусса çĕнтернĕ. Сред. Юм. Мана паçăр ӳсĕр чистиех посса çитнĕччĕ, халь толта çӳрекелерĕм те, пăртак орăлтăм. N. Икĕ çырма хушшине çырла пусса çĕнтернĕ, ай люли; пирĕн ялсен хĕрсене, ай люли, укçа пусса çĕнтернĕ. N. Ун пек чух тирпей кирлĕ, унсăрăн чир чĕр те пусса илме пултарать. N. Карташне (кил-картине) пĕтĕмпе курăк пусса илнĕ. || Обмакнуть. Пшкрт. Юрк. Тиркĕ хĕрринчи пăттине кашăкпа ăсса илсе, çу куçне пусаççĕ, унтан çулă пăттине çăвара хыпса çиеççĕ. N. Посса пар, обмакни (это перо в чернила) и дай мне. || Употреблять насилие. ЧП. Тĕвик-тĕвик текерлĕк, тӳсе çиме юрамасть; ӳснĕ-ӳсмен хĕрсене пусса илме юрамасть. Ib. † Пулнă-пулман урпана пусса вырас ан пулăр. Изамб. Т. † Шав-шав урпа пулмасăрах пусса вырăс мар. || Нашивать. Альш. «Тевет» — умра вуншар, çирĕмшер пуслăх кĕмĕл икĕ ĕрет, тата шăрçа пуснă. Микушк. Ăна хăмачăпа пир çине пусса тăваççĕ. || Удерживать. N. Хыснашăн пусса юлакан укçа (объяснение косвенного налога). || Ставить. Чотай. † Ору айне покан пос, чавсу айне çытар хор; покан посан тийиса сохăр-вĕтрен ан полтăр. (Свад. п.). || Валять (сукно). Изамб. Т. Тĕртнĕ тăлана пусасçĕ. V. S. Çăмран пусса тунă япала. Сред. Юм. Тăла пôсать, чăх пôсать, ура пôсать. Ib. Пôсса çитет поль ĕнтĕ ко тăлана: кĕрессе те нăмай кĕнĕ, тачкаласса та тачкалнă. Пора перестать валять (толочь) сукно, ибо оно достаточно укоротилось и стало толстым. Баран. 162. Хĕрарăмсем... кошмасем пусаççĕ, палассем тĕртеççĕ. || Сидеть на чем, высиживать (о наседке). Тораево. Пĕр çын тĕрне çăмарти тупнă, тет те, ăна пусса ларать, тет. БАБ. Чăхă тавраш, хур-кăвакал тавраш пусма сивĕнсен, каллех пустăр, тесе, татах юман кăмпине тытăнаççĕ. ЧС. Сĕрен ачисем кĕнĕ çĕре, сакă çине кĕççесем, минтерсем сарса хураççĕ. Ăна, чăххи пусма лартăр тесе, сараççĕ. Бюрганский. Кăçал, тен, сан телейпе-и, чăхсем пит ырă пуса-пуса кăларчĕç. N. Пусма ларнă хур. Орау. Хăш-хăш кайăксем (шăнкăрч) пусма ларнă чухне, ами кайсан, ун вырăнне йăварра аçа ларать. Некоторые птицы насиживают гнезда попеременно (самец и самка). Якейк. Пирн виçĕ чăхă посса лараççĕ, темле пăрахтарас, шыва чикес поль. N. Чăх пусма ларнă. Орау. Хурсам пусма лара пуçларĕç (стали садиться), курнать. N. Курак ларать йăвара çăмартине пусса. || Настигать. ЧС. Вăрманта-мĕнте, çăмăр-мĕн пусас пулсан, йăвăç айне ан тăрăр. || Грабить. Пшкрт. Кĕлет ăшне хорак посса токса (подломали). || Крыть, топтать (о птицах). Орау., КС. Алтан чăхха пусать. Б. Олг. Атан чиппе (курицу) посать.

арлан

(арлан), cricetus fr., хомяк. Череп. Арлан. Хирте пăрçа ани çинче пурăнат, шăтăкне кукăр-макăр тăват. Хура арлан пулат, хĕрлĕ арлан пулат. Хура арлан хаяртарах (злее). Вĕсем иккĕш те йĕке-хӳре пысакăш. Вĕсем хытах xупаççĕ. Турх. Арлан. Сăрă, каçанĕ тăрăх (вдоль спины) хура йĕр анат. Аяккисем хĕрлĕ, хырăм-айĕ шурă, карланки айĕ хура. Вăрçтарсан, пит хаярланат, вăрçат: ăррр! тет. Çăварĕ пысăк карăлат, сарлака. Тырра çăварне тултарса илсе каят. Хӳри сурăхăнни пек, ури лапки шурă Н. Карм. Арлан, хире акнă тырра çиет. Хомяк ест посеянный в поле хлеб. Питушк. Арлан — кушак пак, пысăкки йытта та парăнмасть. Хомяк бывает величиною с кошку. Большой не поддается и собаке (ошибка?). В. Олк Арлан тăпра-шне алтса кĕрет, кошакран [нумай] пĕтĕкрех (кĕрентерех). Хомяк — животное поменьше кошки, живущее в земле. Тюрл. Арлан пăрçана çĕклет, кăкăрĕ шорă. Хомяк таскает горох. На груди белое пятно. Чушеево. Арлан — хомяк; рыжий; под брюхом черное; е крысу; хвост короткий; сердитый. Н. Седяк. Арлан. Хирĕçекен, çапăçакан кайăк; кутăн, кляузный çынна та арлан теççĕ. Хомяк — драчливое животное; также называюг и кляузного человека. СТИК. Арлан пек харкашат. Злится как хомяк. Так говорят о маленьких детях, ругающихся со взрослыми. Сред. Юм. Арлан пик. Пĕтик çын пит вăйла, õсал пõлсан, çапла калаççĕ (вариант: пĕчик çын вайла, õсал пõлсан, çапла калаççĕ). Точно хомяк. Так говорят о маленьких и при том сильных и злых людях. Тюрл. Арлан пек вăрçать. Злой, как хомяк. Зап. ВНО. Арлан пек хăрăлтатса тăратăн! теççĕ. Говорят: «Ты хрипишь как хомяк!» || Некоторые называют этим им. крота, но это, повидимому, ошибка.

аяккинчи пăрăс

(аjаккин’ζ’и), ligna duo lateraria in summo арман collocata, quae v. in simulacro (4). Боковые брусья; см. чертеж. Тоскаево. Аяккинчи пăрăс иккĕ пулат. Вĕсем валĕн икĕ енчĕ ăна тăрăх выртаççĕ. Боковых брусьев два; они лежат по обе стороны вала, вдоль его (т. е. параллельно ему).

матча пăрăс

(мац’ц’а —), transtrurn, ex eorum numero, quibus tabulatum aedificii (мачча) sustinetur. Матица. Тоскаево. Мачча пăрăсĕ иккĕ те виççĕ те пулать; вĕсем мачча хăмисене тытса тăраççĕ. Матиц бывает и 2 и З; они поддерживают потолочины.

ручка савăлĕ

cunei pypa, клинья ручек К (7). П. И. Орлов. Виçĕ ручкан виçĕ савăл пулать, вĕсем ручкасем çинчен стояк виттĕрех тухаççĕ. П. И. Орлов.

арпаш

(арбаш), misceri, permisceri, перемешаться, смешаться. Ст. Чек. Кĕпесене ытл’аван йĕркипе кашта çине çакса хунăччĕ, халь чистă арпашса пĕтнĕ. Рубашки были повешены в порядке на шесте, но теперь совсем перемешались. Ib. Пурçын çиппи кантăр çиппипе арпашнă. Шелковые нитки перемешались с суровыма нитками. || Perturbari, turbari, dispergi, dissipari. Прийти в беспорядок, разбрестись. Н. Карм. Сурăхсем паян кĕтӳре арпашша пĕтнĕ (= пĕр-пĕринчен саланса пĕтнĕ). Сегодня в стаде овцы разбрелись одна туда, другая сюда (в Череп. — перемешались сдругим стадом). Сир. 29З. Çапла вĕсем (воины) тĕреклĕн, арпашмасăр пынă. || In re futiii occupatum esse, пугаться с чем. Беседы на м. г. Тĕнче шухăшĕпе арпашса пурăнакан (думающих о мирском) çынсенчен хăшĕ-хăшĕ праçник час-час килнĕшĕн е, чирлесе, ĕçлес кун юлнăшăн ӳпкелешме те хăрамаççĕ. || Strepere, strepitum facere, tumultum facere, шуметь, возиться. Шибач. Мĕн арпашатăн? (так говорят в том случае, если двое либо трое примутся возиться в стучать и т. п.: тĕпĕртеттереççĕ, иккĕн-виççĕн тытăççа).

арçури

(арз’ури), то же, что ар-çури. Могонин. Арçура çынтан пулнă усал. Ĕлĕкхи çынсем турра та сута та пĕлмен. Çавсем, ялта пĕр канаш туса, кам усал ĕç тунă, кам ырă ĕç тунă, никама та калама хушман; çапла вĕсем пĕрне пĕри тупа туса чарнă. Кам суккăр, куçсăр, холхасăр, сусăр (больной), оксак, ĕçлеме полтарими ват çынсене тăрантарасран хăраса, вăрмана илсе кайнă та, çапса вĕлернĕ. Вилнĕ чох мĕлле кăшкăрса вилнĕ, çавнашкал вăрманта кăшкăрса çӳренĕ вĕсен чунĕсем. Çавсене вара арçурисам тенĕ.

астивтер

(астивдэр, аст’ивд’эр), praebere ad gustandum, давать или позволять кому пробовать, отведывать. Нюш-к. Менча. Чӳк яшкине вĕсем пурне те ас тивтереççĕ, килен-каяна та çитереççĕ. Они дают отведать жертвенной похлебки всем, а также кормят и странников. (Из опис. обряда «така-чӳкĕ»).

асту

(асту), meminisse, reminisci, animadvertere, notare, помнить, вспомнить, припомнить, замечать, обращать внимание. Шевле. Ăна халь хам та тĕлĕкри пек-çиç астăвап. Якейк. Эп халь ĕлĕк пĕре шăва кайнине астуса илтĕм. Ib. Йăван пĕчĕк чох пуçтарса çӳренине порте астăваççĕ. Все помнят, как Иван, когда был маленьким, ходил по-миру. Орау. Халь, астурăм ĕнтĕ! Теперь я припоминаю («припомнил»)! Ч.С. Тата нумай сăмахсем каларĕ те, анчах эпĕ пурне те астуса тăмаст (т. е. тăмастăп). Еще о многом говорил он, но я всего не припомню. Макка 206. Ку кĕллине малтан çырма астумарăм, уншăн ан çилен. Я забыл («не припомнил») написать эту молитву сначала; ты меня извини. Изамб. Т. 37. Ĕç патнелле çитнине астумаççĕ те (сисмеççĕ те). Они и не замечают, как наступает рабочая пора. Сред. Юм. Малтан карчăкпа старик ача мĕнле ӳснине лайăх астуса та пăхман. Сначала старик и старуха и не примечали хорошенько, как рос ребенок (т. е. не обращали внимания на его рост). Чăв. й пур. 37. Яхуть икĕ кунччен алтнă, Çимунĕ вăрттăн ялан астăвах тăнă. Ягуть рыл яму два дня; Семен все время, тайком, за ним наблюдал. N. Ас та туман. И не вспомнил; забыл, что надо было сделать. Ст. Чек. Эп, пырсан-пырсан, пĕр шăтăка кая патăм, ку çул çинче шăтăк пуррине ас та туман (или: астуман та). Шел, шел я, и вдруг провалился в яму: совершенно забыл, что на этой дороге есть яма. || Observare, custodire, curare, prospicere alicui, sustentare. Также присматривать за чем, охранять, оберегать, призревать, (кормить, одевать), оказывать поддержку. N. Пĕрре эпĕ вăрмана хуртсене астума кайрăм. Однажды я пошел в лес караулить пчел (пасеку). Псалт. 40, 2. Мĕскĕне, юрлă çынна астуса тăракан (призревающий) çын телейлĕ. Эпир. çур. çĕр шыв 21. Вармана икĕ хуралçă астăваççĕ. N. Алăксене астăвăр. Присматривайте за дверями, (чтобы кто не вошел или не вышел). СТИК. Лашасем астуса тăратпăр. Стережем лошадей (на кормёжке). Толст. Эппин ашака астуса тăр-ха. В таком случае пригляди за ослом. Альш. Леш лашисене астăвасшăн: каясса шухăшлать. Тот хочет посмотреть своих лошадей: собирается ехать. Актай. Амине тытса килтĕмĕр, хамăр уя ятăмăр; ирĕн те каçăн астăватпăр. Мы поймали самку (журавлиху), пустили ее в свое поле и присматриваем (чтобы не улетела, чтобы не задушил волк) и утром и вечером. Ст. Чек. Асту ачана, ан ӳктĕр. Следи за ребенком, чтобы он не упал. || Considerare, обдумать. Альш. Астăвăр унта, епле туйăнĕ. Посмотрите (обдумайте), как найдете сами удобным. (Здесь можно понять и в см. предостережения). || In imperativo positum significat cave, caveie. Пов. накл. этого глагола ставится при других повелительных в значении смотри,-те. Альш. Асту, никама та ан кала. Смотри, не говори никому. Ib. Астăвăр, шыва кайса ан вилĕр! Смотрите, не утоните! Орау. Асту, ан кай унта, хăна хĕнесе пĕтерĕç. Смотри, не хода туда, самого изобьют. Иногда употребл. в подобном же значении и вдругих случаях. Ст. Чек. Асту, вĕсем вĕт сана паллаççĕ. Смотри, ведь они тебя знают. N. Асту сана! Смотри, я тебе (задам)!

астăвасса

(асты̆васса), mea (tua, nostra) memoria, на (моей, твоей, его и пр.) памяти. Якейк. Эп астăвасса Карантăк варăнче çын çĕтсе каймалаччĕ; халь, шырасан та, пĕр йăвăç тымарри топас çок. На моей памяти в Карандыке (назв. оврага). мог заблудиться человек, а теперь, как ни ищи, не сыщешь ни одного корня. Ст. Чек. Эп (эпĕр) астăвасса вăл ĕç пулмарĕ. На моей (нашей) памяти этого не было. N. Эс (эсĕр, вăл, вĕсем) астăвасса кунта вăрман пурччĕ? Был ли здесь на твоей (вашей, его, их) памяти лес? Ч. С. Пирĕн ялта эпĕ астăвассах Пут ятлă çын кушил çĕклет. С тех пор, как я помню, в нашей деревне носит кошель человек по имени Пул. [Также говорят: эп астăвассăма (или: эпĕ астăвассăмра), эс астăвасса, вăл астăвасса, эпир астăвассăмăра]. СТИК. Эп астăвассăмах ватă та, ĕнтĕ эпир те ватăлса килетпĕр. (Он должен быть очень старым, так как) с тех самых пор, когда начинаются мои воспоминания, я знаю его уже стариком; да и сами мы уже становимся стариками. БАБ. Пирĕн ялта ĕлĕк эпĕ астăвассăмра, пĕр тукатмăш каррк пурăнатьчĕ. Прежде, на моей памяти, в нашей деревне жила одна старуха-колдунья.

ас

(ас), dissolute, libidinose, intemperate vivere coepisse; turpiter se gerere; lascivire, развратиться; безобразничать; вести распутную жизнь; шалить. Ст. Чек. Асат ухмаха ернĕ çын: юрлат, ташлат, кăшкăрат, туха-туха тарат. Сошедший с ума безобразничает: поет, пляшет, орет, выбегает (из дома). Кратк. расск. 8. Ак Содомпа Гоморра хули çыннисем пит асрĕç, темĕн тĕрле çылăха кĕчĕç. Смотрите, как жители городов Содома и Гоморры развратились и как они погрязли в грехах. Посл. 18, 4. Вĕсем çав ĕçре эсир хăйсемпе пĕрле асса çӳременрен сиртен тĕлĕнеççĕ те, çавăнпа сире хурлаççĕ те. Ст. Чек. Асаççĕ ку хĕрсем. Эти девки распутничают. Ib. Каччăсемпе аса-аса (или: алхаса-алхаса), ку хĕр пĕтĕленчĕ (забеременела). Ib. Хĕре, хĕр-арăма алхастаракан курăн парсан, вăл асат (у нее является возбуждение). Ст. Чек. Пуçĕнче асас шухăшпа (с развратными мыслями). Требн. 5029. Аскăн (лучше: аскăнлантаракан) юрăсем юрласа, ташласа, асса çӳреместĕн-и? (= не развратничаешь ли?) || Ст. Чек. Шуйттансем асаççĕ пулĕ ĕнтĕ кĕçĕр. Должно быть, сегодня вечером черти разозорничались. (Так говорят во время бури или бурана). БАБ. Вăл (пăсташ) тасатма пуçланă каçхине: чăхсам ларнă çĕре кайăр-ха, вĕçем кăтăклама чарăннă-и (scr. чарăнни)? Чарăнман пулсан, ĕçе тапратмăпăр, терĕ. Вăлсем кăтăклама шуйттансем асма чарăнмасăр (lege: тухмасăр) пăрахмаççĕ, терĕ. Атте чăхсана итлесе килчĕ те: кăтăклама пăрахнă, терĕ. — Апла пулсан, шуйттансем ачи-пăчипех асма тухнă пулĕ, акă эпĕ вĕсене час хам патма пухатăп, терĕ. В тот вечер, когда он начал очищать (дом от порчи), он сказал: «Ступайте ка туда, где (у вас) спдят куры, и послушайте: перестали они кудахтать или нет? Если нет, то мы подождем приниматься за работу. При этом он прибавил, что куры перестают кудахтать лишь тогда, когда черти выйдут безобразничать. Отец сходил, послушал кур и сказал, что они уже не кудахчут. Если это так, ответил тот, то, значит, черти уже вышли безобразничать вместе с детьми (точнее: не исключая и детей). Вот я сейчас соберу их к себе». Ст. Чек. Авă ĕнтĕ вăл аса пуçларĕ. Вон он уж начал озорничать. || Ч. С. Ачам, унта выртма кайсан, ан ас; унта асма юрамас, часах лăп-лап çакăнат. Если ты, дитя мое, поедешь туда на ночевое (ночное), то не шали; там шалить нельзя (т. к. там священное место), а то как раз пристанет болезнь. || Vexari, agitari, exagitari, быть обуреваему похотями или страстями. Канон. 42. Манăн ӳтĕм усаллăхпа асать, хаяр çулăмĕпе хĕрет; мана тӳрлет. || Latius serpere, latius saevire (de ulcere dicitur alioye eiusmodi malo), распространяться дальше (о наружной болезни). Тюрлем. Асса (= арасланса, сарăлса) карĕ, пӳр тортать, е ратать (= ыратать); час шăтать-и? тет. (Чирей) стал больше; собирается гной; болит. Может быть, скоро прорвется. Альш. Асса кайрĕ (чир). Сильно развилась (напр. болезнь. Ст. Чек. Кĕсен-çăпан асса каят, асат. Наружные болезни могут усилиться. || Etiam de incendiis dicitur, quae saepius prorumpere coeperunt. Также об участившихся пожарах. Альш. Ытла асат-ха вут; çĕне вут кăлармалла пулаттăр. Этот огонь что-то уж очень расшалился; пожалуй, надо добыть нового огня (посредством трения кусков дерева). || De procalla. О ветре. Зап. ВНО. Çил асрĕ. Vеntus saevire соepit. Разбушевался ветер. || In Venerem lascivire, coeundi cupiditate exerceri (de bestiis dic). О течке животных. СТИК. Ст. Чек. Йăтăсем кĕр енне асаççĕ. У собак бывает к осени течка. || Furere, insanire, бесноваться. Ст. Чек. Каçалапа эрек ĕçнĕ те, çĕр-хута асса çӳрерĕ. К вечеру напился, и пробесновался всю ночь.

астар

(астар), fallere, decipere, in errorem inducere, обманывать (заставить поверить тому, чего нет, или застав. совершить что-либо неблагоразумное, необдуманное). Якейк. Эс мана: кĕнеке пор, тесе, астарса исе килтĕн, хăвăн кĕнекӳ çок. Ты обманул меня, сказав, что здесь есть книга, и приведши меня сюда: у тебя нет книги. Собр. 72. Çынна ырă тăваччен çыран хĕрнелле астарса пыр та, çыран хĕрне çитсессĕн, тĕк-яр, теççĕ. Чем делать человеку добро, лучше уведи его на обрыв и, когда дойдешь до края обрыва, столкни его вниз. (Послов.). Ала. 16°. Тавай эпир ăна луткă çине астарса кӳртер. Давай заманим её в лодку (обманом). Яргуньк. Хусан каччи сар каччă ӳпне (scr. упмс) выртса астарать. (Мăйăр хуппи). || Pellicere, corrumpere, соблазнять. Собр. 383°. Ах, сукка Алюна! — пирĕн ачая астарса, астарса та чуптарса, хăйĕн йĕринех пустарса. Ах, курва Олёна (Алёна)! — соблазнила нашего парня, заставила следовать за собою (т. е., будучи распутной, сделала его таким же). Шибач. † Илмесен те, астарар, ора-вурăнне постарар (соблазним и заставим следовать за собою). Якейк. † Çакă ялăн хĕрĕсем, шталла астарнă, онталла. Девушек этой деревни очень легко соблазнить (или: прельстить, увлечь). Ст. Шаймурз. † Сыссах хурам пуçĕ çине, ман кăмăла астарчĕ. Соблазнила она меня — чтобы черти ее подрали! N. † Çакă куштан хĕр хыççăн çӳре-çӳре çамрăках кăмăлăма астартăм. [Сюда толкование: Ст. Чек. Ман кăмăла астарчĕ = ăса вылятма тытăнчĕ; хĕр-арăм (кут) шухăшĕ кĕчĕ, ĕç таврашне пырас килми пуçларĕ]. Ib. Çак куштан хĕр хыççăн çӳре-çӳре, çамрăк кăмăлăма астартăм (= ăсăм вылья пуçларĕ: ĕç еннеле пăхас килми пулчĕ, хĕр-арăм çинчен яланах шухăшла пуçларăм)]. Ухаживая за этой бойкой (и нехорошего поведения) девушкой, я настроился блудно. Торган. Ун чухне вĕсем хăйсем сассипа ваттине те, яшшине те астараççĕ. Своим голосом они настраивают блудно в старых и молодых. Посл. 85,9. Анчах, хăйсене тытма пултараймасан, анти мăшăрланччăр; мĕшĕн тесен шухăша астарнинчен мăшăрланни аван. Череп. Леш кас хĕрĕсене пĕтĕмпе астарчĕ = 1) настроил блудно, 2) довел до блуда, З) кирлĕ-кирлĕ мара калаçакан турĕ (приучил к разным беспумым разговорам). || Allicere, манить. Якейк. Пĕчĕк ача отма пуçланă чох, она пĕри, ора çине тăратса, он умăнче: вăл валалла оттăр, тесе, аллипе астарса (у др. илĕртсе) пырать. Когда ребенок станет ходить, то его ставят на ноги и, чтобы он шел вперед, идут впереди его, маня его рукою. Ib. Йăтта астарса (= илĕртсе) исе карĕ. Уманил за собою собаку (напр., показывая ей кусок хлеба). || Oblectare, забавлять. V. йăпат. Чăв. Ист. 5. Е тата хăйне астармалăх праçниксем тăвать. || Irritare, lacessere, дразнить. Янтик. Если кто едет на красивой лошади и очень быстро, то обыкновенно говорят: «Ай-ай, астарса пырать!» Ст. Чек. Лашине çăварăхлат та, вĕçсе, ташлатса, хуçкалантарса пыракан çын çинчен: «Ай-ай, астарса пырат лашине!» теççĕ. И. С. Степ. обьясн. здесь это слово глаголом «вылятса».

асар-писер

(азар- п̚изэр), daemones maij, нечистая сила. Альш. Çула кайсан, асар-писере тĕл пулас мар: чун хăранипе пăсăлса кайăн. Когда будешь в дороге, то как бы не встретиться с нечистой силой: со страха можно повредиться. || Atrox, horribilis, furens, similis iurenti. Страшный на вид, бешеный (о буре и т. п.). Сред. Юм. Таçтан пит чупса тавăрнчĕ, хăй пĕтĕмпе асар-писер пõлнă, çӳçне-пуçне тăратнă. Не знаю откуда прибежал; сам стал каким-то страшным, волосы его стояли дыбом. Ib. Пит хõра асар-писер çăмăр килет ĕнтĕ; кăçта кайса кĕрĕпĕр? Надвигается страшная гроза; куда бы укрыться (от нее)? Ib. Асар-писер тăман, сильный буран, мятель (метель), пурга. СПВВ. МА. Асар-писер — çăмăр пĕлчĕ хура, тискеррĕн килнине (калаççĕ). Выражение асар-писер употребляют, говоря о надвигающейся страшной, черной дождевой туче. Тюрл. Асар-писер тăвăл килет. Несется (сюда) бешеная буря. || Nonnumquam adverbii vim habet. Употреб. также в значении наречия. Ст. Чек. Арăмĕпе упăшки пĕр вĕçĕмсĕр çапăçса пурăнсан: вĕсем асар-писер пурăнаççĕ, теççĕ. Ib. Асар та писер пурăнат. Н. Карм. Ашшĕсем хĕрне савман çынна качча парас тесен, хĕрĕ асар-писер хăтланать (= хирĕçет): каймастăп, тесе. Если родители вздумают выдать дочь за нелюбимого человека, то она и рвет и мечет, не соглашаясь выйти за него за муж. Тюрл. Мĕн асар-пиеер çиленсе çӳретĕн? Что ты так злишься? Янтик. Лашана пит хваласа, хăй кăшкăркаласа, лаши сиккипе кайсан: ну, асар-писер карĕ у! теççĕ (помчался с страшной быстротой). Пшкрт. Азар-пизӓр, астумазы̆р туза п̚ыракры̆м васкаνиыβӓ. Впопыхах сделал чорт знает что. Хорачка. Ондан азар-пизӓр токса тарды̆м. Я убежал оттуда, страшно перепугавшись (хăраса ярса). || Absurd.e, inconcinne; inconstanter (loqui). Также значит непоследовательно, без толку. КС. Асар та писер калаçать, ним йĕркине те тупас çук унне. Мелет (болтает) без толку, так что ничего и не разберешь. Питушк. Асар-писер калаçат. «Хорошенько не говорит» (жулик).

аслă

(аслы̆), magnus, amplus, latus, spatiosus, maior natu, maximus, summus, illustris, великий, обширный, широкий, большой, просгорный, старший, главный, знаменитый. Якейк. Хосан холи пит аслă. Казань очень большой город. Ст. Чек. Ку шыв — аслă шыв. Это большая река. Шарбаш. Шăмат туйĕ аслă. Шуматовская свадьба многолюдна. Ала 84. Кайсан-кайсан, пĕр аслă (i. q. мăн) вăрмана çитрĕ, тет. Через некоторое время он дошел до большого леса. Ев. Шăтăкĕ ĕлĕкхинчен те аслă пулнă, тет. Ст. Чек. Аслă пӳртĕн алăкĕ аслă. У большой избы большая (в отношении простора) дверь. Ib. Урапа аслă-ха, ларма çитĕ сире. Телега просторная, вам места хватит. Собр. Кĕçĕн пуçа чарайман аслă пуçа хĕн килнĕ, тет. Если не удержишь маленьких, то за это придется расплачиваться взрослым. (Послов.). Альш. Çитнĕ вĕсене. Çапах та «яшка-çăкăртан аслă пулмас»: ларат, сĕтел хушшине кĕрсе. Они уже сыты и всем довольны. Однако «больше хлеба-соли (похлебки и хлеба) не будешь»: идет и садится за стол (т. е. отказываться от хлеба-соли нельзя, не годится). Ib. † Елшелийĕн урамĕ аслă, урам. В Альшееве улицы широкие и длинные. Ч. П. Шурă шĕлепкенĕн хĕрри пархăт, ытла аслă тытни килĕшмест. У белой (войлочной) шляпы поля обшиты бархатом, но слишком широкая обшивка делает ее некрасивой. Ала 59. Аслă ĕшнере ут çултăм. Я накосил сена на широкой поляне. Якейк. Паян пасар пит аслă. Сегодня очень многолюдный базар. Байгл. Асла пуç, кĕçĕне тав! таршим челобитье, младшим привет! Ст. Чек. Эсĕ манран пĕр çул-кăна аслă. Ты только на один год старше меня. Расск. Фараон Иосифа аслă-аслă улпутсемпе тан туса вĕсенĕн хушшине кӳртесшĕн пулнă. Фараон хотел поставить Иосифа наравне с целым рядом знатных вельмож и ввести его в их среду. Чăв. й. пур. З4. Ĕнтĕ вăсене ялан та темĕн тĕрлĕ аслă-аслă çынсенчен ытла хисеплеççĕ. Н. Карм. Хурамалта выртан аслă киремет. Находящийся в Хорамалах главный киреметь. Истор. Чăн аслă турри Перун ятлă пулнă, вĕсем ăна аслати турри тенĕ. Самое главное божество называлось у них Перуном; они называли его богом грома. Якейк. Чăвашран сан пак аслă çын çок тетни-мĕн? Ты думаешь, что ты самый знаменитый из чуваш? Сала 91. † Пĕвĕр-сийĕр лайăх, ятăрч аслă, вăтанатăп умăрта тăмашкăн. Вы статны станом, и велика ваша слава — я стесняюсь стоять перед вами. || Maior sive amplior iusto. Также слишком большой. Ст. Чек. Ку кĕпе мана аслă. Эта рубаха мне велика. Ib. Ку тумтир сана аслăрах пулĕ. Эта одежда, пожалуй, будет тебе великовата. || Есть разница между «аслă» в «пысăк»: первое указывает на обширность предмета, второе вообщем на его размеры; поэтому «аслă», употребляясь в собственном значении, не может служить определением для имен предметов, которые обычно переменяют свое место или могут быть переносимы или перевозимы с одного места на другое. «Аслă» неприменимо и в тех случаях, когда указывают не на превосходство, а на относительную величину предмета. Поэтому всегда скажут: пысăк ача, большой ребенок (аслă ача — старший из детей); пысăк çын, человек большого роста; человек взрослый; пысăк ту, большая гора; пысăк çурт, большой дом (аслă çурт — большой и просторный дом); пысăк хурама, большой вяз; пысăк урапа, большая телега; пысăк чӳрече, большое окно; пысăк кĕнеке, большая книга; пысăк çĕлĕк, большая шайка; пысăк курка, большой ковш; пысăк алă, большая рука; пысăк куç, большой глаз; пысăк сĕтел, большой стол; пысăк хăма, большая доска.

аçа

(аз'а), mas, masculus, самец. N. Аçа кушак или кушак аçи, кот; аçа сысна или сысна аçи, боров; аçа йытă или йытă аçи, кобель; аçа кашкăр или кашкăр аçи, волк; аçа упа или упа аçи, медведь; аçа тăрна или тăрна аçи, журавль; аçа çĕлен или çĕлен аçи, змея самец; аçа шапа или шапа аçи, лягушка самец; аçа тараккан или тараккан аçи, таракан самец; аçа чечек, мужской цветок растения (неологизм). Ст. Чек. Сысна кĕтӳ пĕр аçасăр çӳрет. В свином стаде нет ни одного борова. Ib. Ку хур кĕтĕвĕ аçасăр. В этой гусиной стае нет гусака. В. Ив. Вăл хупăсен ăшĕнче чечекĕн икĕ чи кирлĕ япалисем лараççĕ: пĕри — аçа чечек, тепĕри — ама чечек. || Etiam de arboribus et herbis dicitur aliisque rebus, quibus neutrum genus est. Иногда слова «аçа» и «ама» ставятся при названиях растений и даже предметов неорганической природы, которые представляются имеющими те или другие признаки, как бы указывающие на пол. Что касается растений, то определения «аçа» или «ама», поставленные при их названиях, вовсе не указывают на их действительные половые отличия, рассматриваемые в ботанике, а только служат выражением общего впечатления, производимого на наблюдателя внешним видом растения. V. аçа каптăрма, аçа çăл, аçа хăмăш. Ст. Чек. Аçа пултăран — тăрăлă, вăрăлă; çулçи тăвăр. Ч. П. Анне ывăлĕ пулаччен, аçа пултăран пулас-мĕн. || Pater. Также означает отца. Сред. Юм. Аçа пĕр те, ама ăрасна. От одного отца, но от разных матерей («Отец один, матери разные»). Аттик. Суха-пуçне тавăрса, пĕр аçапа амаран пĕрех хĕр çуралнă хĕре тыттарчĕç. Перевернули соху и заставили держать ее девушку, которая была единственною дочерыо у своих родителей. (Из обряда «хĕр-сухи»). Ч.С. Тата аçаран пĕр ывăллă çынна мелке илсе пыртараççĕ. Кроме того, заставляют одного человека, единственного сына у своего отца, нести помело. (Из обряда «хĕр-аки»). Магн. 139. Пĕр аçаран-амаран хĕр таптатăп. Я, единственная дочь у отца-матери, топчу. Ст. Чек. Вĕсем пурте пĕр амаран пĕр аçаран, тет. Ib. Аçу, аçăвăн, аçăвă. || Fulminator. Также бог грома. Ч. С. Аттесем: çумăр çунă чухне çĕлĕке илсе сăх-сăхас пулмасть; çĕлĕке илсен, çӳç ăшне шуйттан кĕрсе ларать те, вара аçа çапса вĕлерет, тесе калатьчĕç. Родители говорили: «Когда идет дождь, не надо креститься, сняв шапку; если снимешь шапку, то в волосы залезет чорт, и тогда ударит гром и убьет». Ib. Чăвашсем аçа çапнине урăх тĕрлĕ шухăшлаççĕ, вĕсем: усал пĕр-пĕр çурта кĕрсен, турă вара, çав усала çапма хăтланса, çурта та тивертсе ярать, теççĕ; е пĕр-пĕр çын çумне çыпçăнсан, çапать, теççĕ. Тата çăмăр çунă чух хытă çӳреме каламаççĕ: хытă çӳресен, усал çыпçăнать, теççĕ. Чуваши обьясняют гром иначе; они утверждают, что если чорт спрячется в доме, то бог, желая поразить чорта, зажигает и самый дом. Также, по их мнению, он поражает и человека, к которому прильнет чорт (чтобы спастись от громового удара). Кроме того, они не советуют быстро ходить во время дождя, утверждая, что при быстрой ходьбе (к человеку) пристает, чорт. Б. Олг. Аçа çапсан, виç чалăша анса каят, теччĕ. Говорят, что при ударе молнии (громовая стрела) уходит в землю на три сажени. Шорк. Аçа çапас оммĕн çиçĕм хреçлĕ çиçет, теççĕ. Говорят, что перед ударом молнии молния сверкает крестообразно. Ч. С. Эпĕ, пĕчĕккĕскер, хăранипе нимĕн тăваймасăр, чӳрече патĕнче сăх-сăхса лараттăм; анне: чӳрече патĕнче ан лар, ачам! аслати авăтса, çиçĕм çиçнĕ чух чӳрече патĕнче ларсан, аçа çапса вĕлерет, терĕ. Я, будучи маленьким, не знал от страха, что делать, — сидел у окна и крестился. Мать сказала мне: «Не сиди, дитя мое, у окна! Если будешь сидеть у окна в то время, когда гремит гром и сверкает молния, то убьет громом». Собр., Козм. Аçа аçатнă (v. аçат) чухне хура çӳçлĕ çын çӳресен, аçа çапат, тет. Говорят, что если человек с черными волосами, (брюнет) будет ходить во время грома (по улице), то его убьет громом. Н. Карм. Аçа-çуррине аçа çаптăр, ама-çуррине амак çаптăр. (Авалхи ваттисен сăмахĕ). Ст. Чек. Аçа-турă пулĕ. Питушк. Ырă уяр аçи çаптăр она! тет. Торă чохлатăрах она! тет. Он (проклинающий) говорит: «Пусть его разразит громом в совсем ведряную погоду! Пусть накажет его Бог». Н. Карм. Аçа, çаптăр. Чтобы громом разразило! (Проклятие, брань). Ib. И, аçа çапманă (сапманй) пуçна! Чтобы тебя громом разразило! V. Оп. чув. синт. I, 417. Питушк. Аçа çăпасскер! Чтобы тебя (его, ее) громом разразило!

атăл йăлăмĕ

(jы̆лы̆мэ̆), ripa Rha fluminis sinistra, левая, низменная сторона Волги. Рекеев. Вĕсем Атăл йăлăмне куçнă. Они переселились за Волгу.

ача кипки

(к̚ипки), incunabula; panni, quibus involvitur infans, пелёнки. Череп., Альш. N. † Çăтăк-çурăк ача кипкине туй матки кĕпи тунăсем (i. q. тунă вĕсем). Из рваных пеленок они сделали рубашку для свахи (?), Якейк. Эп ача кипки çĕтĕлмен кĕперенех турăм. Я сделала пеленки из цельной (не изорванной) рубахи.

ача-пăча

(аζ’а-п̚ы̆ζ’а, аџ̌а-п̚ы̆џ̌а; Пшкрт ача-п̚ы̆ча), liberi, дети. Изамб. Т. Санăн ача-пăча пур-и? У тебя есть дети? К.-Кушки. Унăн ачи-пăчи (или: ача-пăча) пур-и? У него есть дети? Сирĕн ача-пăча пур-и? У вас есть дети? Вĕсен ача-пăчи (или: ачи-пăчи) пур-и? У них есть дети? Пирĕн ача-пăча çук. У нас нет детей. Собр. 196°. Капла эпир, мĕскĕн çынсем, пĕр ача-пăча та кураймарăмăр. Значит, нам, беднякам, не пришлось иметь ни одного ребенка. СПВВ. Х. Ача-пăча хыççăн кайнă сĕтел ури айне кĕрсе вилнĕ. Тот, кто подчиняется (потакает) детям, умер, залезши под стол. (Послов.). Янш.-Норв. Сана пуççапатпăр, сана асăнса витĕнетпĕр: ачу-пăчуна чарса тăр, вĕсем те пулин пире ан аптраччăр; эпир сана мĕн панине вĕсене те валеçсе пар. Мы поклоняемея тебе и молим тебя: удерживай своих детей и не позволяй им нас беспокоить (донимать); от того, что мы дали тебе, ты удели и каждому из них. (Из молитвы киремети). Якейк. Ачи-пăчи чей стаккань, эпĕр хамăр сохан юççи. Другие дети — точно чайные стаканчики, а мы — точно луковая горечь (т. е. плохие). Мыслец. Ача-пăча курас мар! Не видать мне детей! (Клятва). Ст. Чек. Ача-пăча ан курам! (то же). || Eadem voce in precando semet ipsos signihcare solent. Этим же словом молящиеся обозначают в молитвах самих себя. Айван ача-пăча кĕллине хапăл ту. Прими молитву глупых детей, т. е. нашу.

ахаль

(аhал’) temere, sine causa, frustra, incassum; sine usu, sine utilitate; otiose; nullo consilio; gratuito; sine mercede; simpliciter, sine apparatu, sine doctrina, sine rei ullius adiutorio; без причины, без основания; попусту; так себе; без употребления, без пользы; без дела; без особого намерения; даром, бесплатно; просто, без особых приспособлений, без предварительного приготовления или изучения и т. п. По-русски во всех этих случаях можно перевести наречием так. Ст. Чек. Ват çынсам ахал, каламан. Старые люди сказали (это) не без основания. Шурăм-п. № 26. Вĕсем калани ахал, пулакан мар. Их слова обыкновенно сбываются. Ч.С. Атте вара: ку ахал, мар, пĕр-пĕр çурта аçа çапрĕ пуль, тесе, урама пăхма тухрĕ. Тогда отец сказал: «Это (т. е. столь сильный громовой удар) не без причины; вероятно, в какой-нибудь дом ударила молния», и вышел на улицу посмотреть. Альш. Ашшĕ кĕтет-кĕтет те: ку ахал мартăр, тесе, шыв хĕрне чупса анат, тет. Прождав некоторое время, отец побежал на берег, предполагая, что это (т. е. невозвращение дочери) неспроста (не без важной причины). Янтик. Ăна вут тивертнĕшĕн ахалех (ямăçĕ) тумăçĕ. Ему (этот) поджог даром не пройдет. Якейк. Конăн ани ахальах чăсăлсă выртать. Его загон (полоса земли) лежит попусту (не засеян). Собр. Ахалĕн амăшĕ вилнĕ, теççĕ. (По обьясн. И. С. Степанова, соотв. русской посл.: «подаришь уехал в Париж, остался один купишь»). Юрк. Кĕнекисене ахаль (scr. ахал) илмелле пулмасан, эп укçа та тӳлĕп. Если нельзя получить книги даром, то я могу и заплатить. Аттик. Пирĕн парнене ахал, ан ту. Амин. Не сделай нашего приношения тщетным, т. е. прими жертву. (Из моленья). Н. Шинкус. Куккасем: киле килнĕскере тасаттарас, тесе, тем парасса çитнĕ. Тасатсам-а, сана ахал, тумăпăрах! тие пуçларĕç. Дядя и его семейные, желая, чтобы цыган, раз он пришел в дом, изгнал порчу, готовы были дать ему за это некесть что. — «Пожалуйста, выведи у нас порчу», говорили они ему: «мы во всяком случае не оставим тебя без вознаграждения.» Н. Карм. Кусем пырсан, шыв парса, питне çутарнă, пурçăн алшăлли панă. Салтак каланă: мана хамăн мунтир те юрĕ, ку ахалех хуралат, тенĕ. Когда они пришли, отдали ему умыться и дали шелковое полотенце. Солдат сказал: «Зачем попусту пачкать полотенце? — мне ладно утереться и мундиром». Эсĕ мĕшĕн кушака сентĕре çине лартрăн? — Ахаль. Зачем ты посадил кошку на полати? — Так себе. Бгтр. Мĕн патне (у др. мĕн тума) килтĕн? — Ахалех. — Ахаль пулсан, алăк патĕнче алтăр пурччĕ — илсе кай та кӳрсе пар. (Çапла ачасене, çын патне пырсан, калаççĕ). «Зачем пришел?» — «Просто так.» — «А если просто так, то за дверью у нас был алтăр (большой ковш), унеси его и принеси назад.» (Так говорят детям, если они придут без дела в люди, т. е. в чужой дом). СПВВ. ОН. Ахалех = кăлăх. Кильд. Çавах та вăсен ача-пăча пулман, ахалех ватăлса кайнă. И все-таки детей у них не было, и они так и состарились. Ст. Чек. Ахаль ларасран ялан кăнчала авăрлат. Чтобы не сидеть без дела, постоянно прядет. Регули. 207. Ахаль лариччен кăнчала арлать. Чем сидеть так, прядет. N. Ахаль лариччен кĕрĕк аркине те полин йăвала, теççĕ. Чем сидеть без дела, лучше мни полу шубы. Якейк. Атя ман пата, ахалех кăмака çинче пĕççе тăратса выртан! — Ахалеххине ахалех те (или: ахальне ахалех те), сан пата çавах пымасп. Идём ко мне, (все равно) так на печи валяешься (вздернувши ноги)! — Так-то так, а все-таки я к тебе не пойду. Н. Кунаш. (Цив.) † Çиессĕм килет, ĕçессĕм килет, кăмакари хуплу еннеллех чунăм туртать çке!.. Эп çиесшĕн каламастăп, ахаль калатăп. Мне хочется есть и пить... И как мне хочется курника, которых стоит в печке!.. Я говорю это не затем, чтобы поесть, а просто так (без особого намерения). Альш. Те йыхрава каять, те ахаль таçта каять. Неизвестно, едет ли он звать в гости, или едет куда-то хак (без этого намерения). Регули. 1293. Эп она ахаль патăм. Я дал ему даром. Менча. Тухатмăш ывăлĕ, ӳксе пуççапса, çĕр тенкĕ пама пусан, шеллесе, ахалех тӳрлетнĕ, тет. Утемĕш, ахаль, пулсан, пин тенкĕ парсан та, тӳрлетес çукчĕ, тет, ывăлне шеллесе анчах тӳрлетнĕ, тет. Когда сын колдуна поклонился Удемишу в ноги и обещал дать ему сто рублей, тот сжалился и поправил (исцелил) колдуна даром. Говорят, что Удемиш сделал это лишь из жалости к сыну, а иначе он не поправил бы его и за тысячу рублей. Якейк. Вăл лоткăла ышша кари (т. е. кайрĕ-и), ахал, (sine navigio, solis corporis viribus utendo) ышша кари? Он поплыл на лодке или так? Ib. Эп посмапа мар, ахал, хăпартăм. Я влез не по лестнице, а так (т. е. без лестницы). N. Ват çынна куçлăх кирлĕ, ахал, (ахальăн) он куç кормаçть. Старому человеку надо очки (нужны очки), иначе он не видит. || Sic quoque. И без того уже. Коракыш. Карчăк каланă: ăçта каятăн? тенĕ. Улпут каланă: санпала калаçма мар, ахаль хуйхă! (у др. ахаль, те хуйхă-ха) тенĕ. Старуха спросила: «Куда ты едешь?» Барин отвечал: «Мне не до разговора, у меня и без того на душе кошки скребут». Кан. 1927, № 224. Вулăсра пĕр милитси (милиционер) нимех те туса çитереймест, тет. Мĕншĕн тесен унăн ĕçĕсем ахалех нумай (и без того много дела). || Haud raro rei alicuius vehementiae significandae causa ponitur. Также употребл. для выражения силы действия. БАБ. Çынсем сиксе тăчĕçĕ, тет, пăхаççĕ, тет: ха, уксак йывăçсене тĕпĕ-тымарĕпе ахаль, лăскат, тет. Люди вскочили и смотрят, а хромой так я выдирает деревья, совсем и с корнями. Альш. Тухса пăхан пек пулат та, ку салтаксене ахаль тустарма туйăнат, тет. Он вышел на двор, как будто для того, чтобы посмотреть (лошадь), и принялся пробирать (ругать) этих солдат. Ib. Тукмакĕ: валей! тесенех, ку карчăка ахаль пĕçерет, тет; ăçтан кĕçтет, çавăнтан парат, тет. Как только старуха сказала: «Валяй», дубинка и давай ее колошматить. Только успевай повертываться! (букв. «где чешется, по тому месту и лупит»). Ib. Пĕри тухат та, ку тункăлтăксене ахаль ватса яраççĕ, тет. Один из жителей вышел (на улипу, созвал соседей) и они отлупили (прибили, точнее: с сильными побоями проводили) тупгылдыков (глупцов в сказке; см. манкăлтăк) как Сидорову козу. Ib. Эпĕ пăхса выртатăп: хай тăрнасем ахаль таптаса çисе çӳреççĕ. Я лежу и смотрю, а журавли так и топчут, так и едят (просо). Ib. Ку пупсем пакăр исе килеççĕ те, ку çынна тĕртсе те яраççĕ. Ку çын ахал, шыва пăтратат, тет. Поп и дьякон взяли багор и столкнули этого человека (завязанного в мешок) в речку. Тот там просто всю воду взмутил. V. ахаль анчах. || Etiam adiectivi vim habere potest et significat usitatum, pervulgatum, vulgarem, vanum, simplicem, gregarium, gratuitum, parvi momenti, vilem, sine verbis (de cantilena dicitur, quae modulatione sola constat). Употребляясь в значении прилагательного, переводится словами: обыкновенный, простой, не заключающий в себе ничего особенного, важного, тщетный, даровой; без слов (песня). Ахал, çын, рядовой, ничем не выдающийся человек; ахал, йывăç, обыкновенное, простое дерево; дерево, не приносящее плодов; ахал, шăмă, обыкновенная кость; ахаль хут, обыкновенная или простая бумага; бумага, не имеющая значения. Якейк. Вăл пирн юшши ахаль çын çине пăхмаçть те. На простых людей, вроде нас, он и не смотрит. Ib. Ку ахаль корăк мар, ку корăкпа тем те тума полать. Это не простое растение, этим растением можно сделать что угодно. Ст. Чек. Вăл лаша çырăвĕ мар, ахал, хут-кăна. Это не расписка о покупке лошади, а простая бумажка. Ib. Вăл çырмалли хут мар, ахаль кут шăлса пăрахмалли хут. Это не бумага для письма, а просто для отхожего места. Ib. Пире, ахал, çынсене, капла та юрат. Нам, простым (не чиновным) людям ладно и так. СТИК. Ку ахаль япала мар, кунта мĕн-те-пулсан пур. Это не простая вещь, в ней что-нибудь да есть особенное. (Так и в Ст. Чек.). Парастас. Этемĕн мĕн пурри пурте ахалех; вилсен, вĕсем нимĕне те тăмаççĕ. Что сокращ. жизнь. Ахал ун пек ĕмĕт ахалех! Но подобная надежда тщетна. Изамб. Т. Сирте çĕр ахал, (ирккĕн, у др. ирĕккĕн). У вас земли привольно (или: у вас земля дешева, хоть даром бери). То же и в Сред. Юм. Ст. Чек. Сирте çĕр ахаль. У вас земля дается даром (или: продается по крайне низкой, сравнительно со здешней, цене). Сред. Юм. Ахаллин (аhаллин’) амăш вилнĕ. У дармового мать умерла, т. е. даром давать не буду. Так отвечают тому кто просит чего-нибудь даром. Якейк. Ахал, йорă, песня без елов. (В Череп. это выражение означает песню, которую поют в обыкновенное время, без особого повода.

аху

(аhу), interiectio abnuentis aut aliquid vehementius dissuadentis, междометие, выражающее решительный отказ или живое предостережение. Альш. Аху! каймастăп. О, нет, я не пойду! То же СПВВ., Череп. Конст. чăв. 2З. Кукка, инке, Усман пичче, мĕн канаш тăвăр эсир: чăнах Мухаммед тĕнне тухас-и манăн, çук-и? терĕм. Вĕсем пурте пĕрле: çук, çук, аху! ан та шухăшла, ан ухмахлан! терĕç. Я сказал: «Дядя, тетя и дядя Осман! как вы мне посоветуете: принять мне магометанство или нет?» Тогда все они разом сказали: «Нет, нет! Что ты говоришь?! И не думай, и не глупи!»

аххăрнĕ

(аххы̆рн’э̆), i. q. аххăр. Ст. Чек. Аххăрнĕ вĕсем унта пулĕ.

ашăкла выля

(выл’а), ossibus ludere, quae ашăк appellantur, играть в бабки или в альчики. СТИК. Ашăкла укçа ывăтса выляççĕ. Играют в орлянку, ставя на ставку вместо денег бабки. Ст. Чек. 'Эпĕ ашăкла (в альчики) выляма вĕренни'. Çимĕкре кукамайсем патне хăнана карăм. Пĕчĕк кукка, Мăтри (Мы̆три), эпĕ вĕсен пӳртĕ (= пӳрчĕ) умне тухрăмăр. Кукка тура-шăл кунтипе ашăк алсе тухрĕ. — Атьăр, атсем, ашăкла выляр, терĕ. — Эпĕ выляма пĕлместĕп, терĕм эп. — Вĕрентĕпĕр, терĕ Мăтри; эпĕ мункунта выляма вĕрентĕм, терĕ. Кукка пурсăмăра та çирĕмшер ашăк пачĕ. Тупрăмăр тикĕс вырăн, хăпарса тăракан вырăнсене урапа таптаса тикĕслеттĕрĕмĕр. Атьăр туйла выляр, терĕ Мăтри. Икшерпе выляр, терĕ пĕчек кукка. Пурсăмăр та икшер ашăк илтĕмĕр те, Мăтри, икĕ ашăка сылтăм аллин пуç пӳрнипе вăта пӳрни хушшинче хĕстерсе, шĕĕр пӳрни çине лартса, ячĕ нăчлаттарса çĕре. Унăн икĕ пĕк пулчĕ. Кукка та çавăн майлах ячĕ, унăн елччĕпе туй пулчĕ. Эпĕ те çавсен майлах ятăм та, манăн пĕри туй пулчĕ, тепĕри темĕскерле: ни елччĕ мар, ни туй мар, ни пĕк мар, ни чĕк мар: пĕр пуçĕпе (концом) тăрат. Мăтри кулса ячĕ те: Иванăн сысат, терĕ. Кукка та: чăнах иккен, терĕ. Яр çĕнĕрен, терĕ. Эпĕ илтĕм те, çĕнĕрен ятăм. Пĕр елччĕ, пĕр пĕк пулчĕ. Кукка пуçтарса илчĕ те (унăн пĕр туй, пĕр елччĕ), ывçă-тупанĕ çине хурса, сăлпа (сильно) çĕрелле пăрахрĕ. [Ун чухне камăн ашăкĕ пысăк ларни малтан парат. Куккан ĕр туй, пĕр елччĕ; ыттисен пирĕн пĕрин те ун пек çук, çавăнпа вăл малтан ямалла пулчĕ. Ашăк асли: елччĕ туй умĕнче, туй чĕк умĕнче, чĕк пĕк умĕнче. Пур ашăксем те танматан пулсан, анчах пĕрин пĕр ашăкĕ пĕк, тепĕрин чĕк пулсан, чĕкли малтан ярат. Вăйăра вĕсен икĕшин те пысăккисен пĕр пек выртсан, вĕсем икĕш те тепĕр хут яраççĕ (снова мечут)]. Тете (брат «пĕчĕк кукка»): мĕнле вылятпăхăр-ха? терĕ. Кукка часрах пуçтарса илчĕ те: туйла, терĕ. Ячĕ. Икĕ туй, ыттисем: пĕк, чĕк, елччĕ выртрĕç. Кукка икĕ туя пуçтарса илчĕ те, Мăтри пуçтарма та тытăнчĕ (чтобы метать). — Мăтри, эсĕ мар, Иван пуçтармалла, терĕ. Эпĕ хĕвеле май мар, вăйă хĕвеле май каят, терĕ (стоят на опред. местах). Эпĕ пуçтарса илтĕм те, кукка пекех ятăм (метнул). Пĕр туй выртрĕ. Эпĕ ăна илтĕм. Вара Мăтри пуçтарса илсе ячĕ. Пĕр туй илчĕ вăл. Кукка илчĕ те, юлашкисене ячĕ. Икĕшне те илчĕ. Эпĕ пĕр ашăк ятăм (проиграл). Кукка икĕ ашăк ăттăрĕ (выиграл). Халĕ эпĕр туйла вылярăмăр. Çавăн пекех: елччĕлле, чĕкле, пĕкле выляççĕ. Тата тĕкелле выляççĕ. Ун чухне икĕ ашăк пĕр пĕк, икĕ пĕк, икĕ туй, икĕ елччĕ, е икĕ чĕк пулсан, яраканĕ илет. Пĕр пек виççĕ, е пиллĕк, е çиччĕ пулсан, илеймест. Икĕ чĕк, икĕ пĕк — тăватăшне те илет. Ib. Ытăлла вылянă чухне, не берут четных, но берут все нечетные. (Об игре в ашы̆k у каз. тат. см. Полный толковый сл. Дж. Валиди, I, 81; такая же игра, и почти с теми же названиями сторон кости, существует и в Азербайджане).

пустарăн

печататься (о книгах). N. Вĕсене (книги) пустарма хыснаран укçа вăл-ку партармастчĕçĕ. Авă çавăнпа вĕсем ку кунччен пустарăнмасăр капланса тăрсаччĕçĕ.

пус карти

(-δиы), то же, что уличе карти. КС. Янш.-Норв. Вĕсем çав пилеш хуллисемпе яла тавăрăнаççĕ те, пурте пĕр çĕре пухăнса, чăн малтан пус картине кайса çапаççĕ. (Сĕрен). Сред. Юм. Пôс карти (окăлча карти — униче карти).

пусă

(-зы̆), отдельные части поля. Изамб. Т. Ыраш пусси, çуртăри пусси. Ib. Çапах пусса-пусса ята виçшер теçеттине тивет (на душу в каждом поле). N. Пĕр пусă актар. Юрк. Ĕлĕк пĕр анана яхăн акакан çын, халĕ пусса-пусса улт-çичĕ ана ака пуçлат. N. Çавăнпа вăл çĕре темиçе пусăва уйăрсан, кашни пусăра çĕр пăртак-пăртак анчах тивмелле. Землед. Сирĕн пусси-пуссипе мар-и мĕн? тетĕп. — Çук, — теççĕ. Вĕсем пĕрмай урăх тырă акса пыраççĕ, вĕсен хура пус çук. Сред. Юм. Пôсса çитех кайрăн-а эс. Разве ты ходил до самого поля. ЧП. Пусă урлă килмесĕр. Ib. Сарă пусăпа çӳренĕ вăл.

пуç

, поç, (пус, пос), голова. N. Чăхă пуç орлă вĕçсе каçса кайсан, лайăх мар, теççĕ. СТИК. Пуç сăрăлтатса карĕ. Ib. Питĕ хытă ывăнсан е чирлесен, юн вĕрипе пуç сăрăлтатса тăрат. Ib. Хур пуçне кил хуçи çиет, мĕншĕн тесен вăл кил пуçĕ. (Обычай). N. Ах, пуçăм (головушка) ыратать. Кама 47. Капла пуçа тăратса ларни те юрамасть. Ib. 16. Пуçна пулашшĕ япала! Ib. 5. Пуçна тивтĕр юлашки. Намăссăр, йытă! Шалчу тулĕ-ха. Ачач 34. Хирĕç-мĕн пулсан, ырă ятпа чĕнсе, çĕлĕк илеççĕ. Пуç таяççĕ. Ерк. 6. Кам илтмен ун çинчен? Кам курсан пуç таймасть? Альш. Пуçу ыратат-им? (Сочувствие). Кан. Хĕрарăмсем пуç çинчен пĕркенме пăрахнăшăн хĕсĕрлекен çын. Изамб. Т. Вĕсем пуç ухашшĕн анчах шыв вĕретеççĕ. N. Çав хĕрсем пурте çара уран, юне(в др. говорах: йӳле)-пилĕк, çӳçне-пуçне тустарса, пуçне ухса пыраççĕ, сиккелесе. Орау. Пуçу, çан-çурăму пĕçермест-и? Вĕриланса выртмастăн-и? С вами жару нет? С вами жар? Ib. Пуç, çан-çурăм пĕçерсе çӳрет; вĕриланса çӳретĕп. Якейк. † Сарă хĕрсем амăшне виçĕ сомах калăпчĕ, виççĕ пуçран шăлăпчĕ хĕрне сарă тунăшăн, хĕрне корса па(л)лăпчĕ, тытса тота тăвăпчĕ. Ib. Мĕн пуçа пăркаласа тăран-ка? Сан çия çавах никам та пăхмаçт. Каша. † Хрантсус явлăк пĕчĕкçĕ, пĕчĕкçĕ те, пуç тулли. N. Ирхинеччен ту, атту сан пуç, ман хĕç, тесе калать, тет. Скотолеч. 33. Сурăхăн пуçĕсем, хăлхисем, тутисем, шăмă сыпписем пăсăлса, кĕсенленсе каяççĕ. N. Ирхине тăраççĕ, тет те, хуçийĕн пуçĕсем шыçса кайнă, тет. Толст. Пуçĕ çине йăванса кайрĕ. ЧП. Пире тăван кĕтет, хай, чыспала, чӳречинчен пуçне, хай, илмесĕр. Ала 8. Хĕрсем уна курсассăн, пур те чӳречене пырса пуçĕсене чикнĕ. Альш. † Çак тăвансем патне килсессĕн, çамрăк пуç çĕклейми си куртăм. Альш. Пуçа сĕлтĕпе ухас. Надо голову мыть щелоком. Скотолеч. 34. Сурăха пуç çавăрăнакан тăвакан хуртсем йытă ăшĕнче пурăнаççĕ. Сред. Юм. Пуç çавăрнакан сорăх пик (как шальная овца), ниçта кайма аптраса çӳре парап вит (повышение голоса на çӳре). N. Пуçа тăратса ларат. Орау. Арпус пуç (гололобый), лашăна çавăтса кайĕ ак. Йӳç. такăнт. 24. Пуçна çапса çурам. N. Тата каллах çав сăмаха кала-ха, поçна çапса çорам! Тим. † Эрнекунпа шăматкун — пуç кăларми тăман кун. N. Поç патне тӳрех кайрĕ. Сред. Юм. Пуçран çапнă сôрăх пик çӳрен çанта ним пĕлмесĕр, çынсĕм мĕн сăмахланине те пĕлместĕн. Ib. Пуçа çĕклемесĕр вырать. Жнет до того торопясь, что голову не поднимает. Ib. Пуçа та касса кайĕç ôн ачисĕм. Очень злые, так что и голову отрубят. Ib. Мĕн халь, пĕр пуç, пĕр кот, кăçта савнă, онта кай. Ib. Пуç патне пыра пуçларĕ (ӳсĕрĕле пуçласан калаççĕ). . Пуçна персе шăтарăп. Голову расшибу. КС. Пуçа ăш(ă) тиврĕ. Угорел. Изамб. Т. Пĕлтĕр акă тырă та ĕлкĕрмен, ĕçсĕр халăхсем (бездельники), тыр вырма тухмалла, тесе, туррăн пуçне ыраттарнă, çавăнта тыр вырма тухас уммĕн, тырра пăр çапса кайрĕ. Ib. Усемпе ĕçсе ман пуçа тата ытларах кайрĕ. Орау. Кил-ха эс, эп сана пуçна касса ярăп (это говорят редко, или: пуçна çапса çурăп, или в Рак.: мăйна пăрса ярăп). Ты вот приди-ка, я тебе башку-то сверну. Ау 46. Ку ачасем мана кирлĕ мар, вăсене аташтармасан, ман пуçăм е хыçăм, тенĕ. Ib. 52. Аташтармасан сирĕн пуçăр, ман хыçăм, тенĕ. О сохр. здор. Ун пек тăвасси те хĕнех мар, пуçра пур çын ăна часах тума пултарать. N. Пуçĕсене пыра пуçларĕ (стали хмелеть), курнать. Собр. Çурăхсене час-часах, пуç çаврăнакан пулсан, сурăхинĕн пуçне картана алтса пытарсан, ӳлĕмрен сурăхсене пуç çаврăнакан пулмас, тет. Якейк. Пуçа çырнинчен иртимăн (судьбы не избежишь). Пуçа тем çырнă, штан пĕлес. Шорк. Поç çавăрннă сорăх пек (гов. о человеке со слабой памятью). С. Алг. Тĕл пултăмăр урхамах, пуçне тăсма ал çитмест. Орау. Курăс касма кайиччен çак пурана каскаласа пĕтересчĕ: ытла пуç çинче тăрать (давно уже надо было сделать, дело не терпит). Ib. Пуçа килсен пушмак, тит, пултараймасан та пултарăн. Если надо будет, то сможешь. Йӳç. такăнт. 35. Ĕç, кум, хам пуç пур чухне! Сред. Юм. Пуç умне çитсен, пуçа кăшăл тăхăнать, тет. (Кил-пуç çынни пулсан, пурне те хăй пĕлет вара, тессине калаççĕ). || Глава. N. Вĕсенчен пĕри, чи усалли, юрăхсăрри, Авимелех ятли, пуçа тухнă та, тăванĕсене пурне те вĕлерсе пĕтернĕ. Ала 63. Сирĕн çие çак çынна пуç турăмăр. Мы сделали его над вами главою. N. Йĕксĕк пуçĕ! (брань). N. Хăш çĕрте халăха пĕр çын пуç пулса пăхса тăрать, хăшинче тата халăх хăйне хăй пуç пулса патшалăха тытса тăрать. Полтава. Орлик ятлă çыруç — пуç. «И Орлик гетманов делец». Орау. Пуç пулса çӳрет?! Кам эсĕ вара капла, ял хушшинче пуç пулса çӳрен. Кармалы. Арçын пуç хĕрарăм пуç мар. N. Хăй пуç пулма çӳрет. || Индивид, личность. N. Пĕр пуçпе укçана çтă чикет. Пĕр пуçупа укçана çта чикетĕн. N. Те пуç (сам человек) каялла киле тавăрнать, те тавăрăнаймаçт, тесе (дума уходящего на чужбину). N. Хăйсенĕн пуçĕсене пит асла хураççĕ. Истор. Лайăх пурăннă чух пуçне пит асла хывнă, пуçа хĕн килсен, тӳрех хăраса ӳкнĕ. Пазух. Ан хапсăнăр тĕнчен мулĕсене, çылăх пулĕ çамрăк пуçсене. || Конец. Орл. I, 281. Пĕр пуç çăка, тепĕр пуçĕ юман, варинче мăкăр. (Çапуççи). Альш. † Чӳречĕре уçса ярăр: алшăлли пуçĕ курăнтăр. Ib. Сĕтел пуçне, сак çине лартаççĕ вĕсене. N. Сĕтел пуçне иккĕшне арăмĕпе ура çине тăратса... N. Сĕтел пуçне, урлă сак çине ларса... Б. Олг. Çанта лапка поçне каþăмăр, колач çисе ларатпăр. В. Ив. Хăшĕ тата вăрлăх валли кăшăлăн пуçне уйăрса илеççĕ. N. Вăл пĕренерех тунă ахаль пӳрт майлах: тăватă кĕтеслĕ çурт пек ларать; анчах унăн çумне икĕ пуçĕнчен икĕ пура пураса çыпăçтарнă. Ст. Чек. Хутăн пĕр пуçне шĕвĕр тăваççĕ, ăна хăлхана лартаççĕ, тепĕр пуçне вут тивертеççĕ. Орау. Икĕ пуçпе те пĕр пекех йăванса анса ӳкрĕ (упало плашмя). Янш.-Норв. Варĕнчи йăлтăрка, икĕ пуçĕнче (по сторонам ее) мерчен шăрçасем (на нитке). Цив. Тата пĕр çăмарта илсе, ăна пĕр пуçĕнчен хуратаççĕ. Торп-к. Унтан пĕр пуçĕнчисем тепĕр пуçĕнчи ачанăн алли айăн тухаççĕ. N. Пуçĕнчи, на его конце (амбара). Регули 1164. Пĕр вăрман поççĕнчен кĕрсе, тепĕр поçне каç полăрах аран тохса. Ib. 1165. Пĕр орам поççĕнчен кĕрсе, тепĕр поççĕнчен тохрăм. Пшкрт. Ял поçăнчан ял поçна, от одного конца до другого. Янш.-Норв. Вăл масар пуçĕнчен пирĕн ял хушшине питĕ тарăн типĕ çырма анать. N. Маншăн пусан, кăçта кайсан та пĕр пуç (один конец). || Боковые стороны (концы) строения. Ст. Чек. Кĕлет пуçĕ, лаçă пуçĕ, ăрамра кĕлет пуçĕнче; алăк айĕнче, кĕлет пуçĕнче: сыснапа пĕтернĕ пуçĕсене, е вырăна урлă май пуçне калаççĕ — в противоположность кĕлет умĕ, кĕлет хыçĕ. Ачач 82. Пурте лаç пуçĕнче выртакан çăка каска çине лараççĕ. Кильд. † Пирĕн пӳрт пуçĕнче-улма йывăç, турачĕсем çинче чĕкеç чĕпписем. Чиганар. Вăсем кĕлеткисене пӳрт поçне çакаççĕ. Ib. Пӳрт поçĕнче çор çăкăр çакăнса тăрать. (Уйăх). || Перед. Яргуньк. Эпĕ пуçа çуна пуçне чиксе те, малалла пăхман. | Начало. N. Çавăнпа вăл çыру пуçне адрĕсне çырас пулать, тет. Ст. Чек. Уйăх пуçĕнче (в начале месяца) чӳк тунă. || Вершина, верховье. Альш. † Çичĕ çырма пуçĕнче çырла нумай, çĕр сахал. V. S. Çырманăн çӳлĕ пуçĕнче курăк аван ӳсет. ТХКА 39. Тарăн çырма пуçне вăрманта пирĕн сыснасем хăйсене выртма шăтăк чавнă, тет. || Голова (сахара). Изамб. Т. Пĕр пуç сахăр. Ib. Сирĕн миçе пуç сахăр? || Голова (о скотине). N. Çичĕ пин пуç вак выльăх. || Семья пчел. ТХКА 65. Вунă пуç хурт усрарăм. Вуннăшĕ те арчаллă вĕллеччĕ. ТХКА 5. Вунă пуç хурт усраттăм. Вуннăше те арчаллă вĕллеччĕ. || Колос. Менча Ч. Пӳне Атăл хăмăш пек, пуçне чакан пек, çăмарта хĕрли пек тутлăхне парăсăнччĕ. (Моленье). Хăр. Паль. 40. Пуç сăхакан ыраш, тата шавласа выртакан шывсем çинчен камăн илтес килмĕ. Икково. Орпа поç прахать-и мĕн, ста каян васкаса; тепĕртак ларсан, орпа поç прахма поçлать. ЧП. Пуç пăрахать (урпа). Ib. Шур пуç кăлар (пиçен). Пазух. Анкартисем хыçне кантăр акрăм, вăхăт мар-ши пуçне татмашкăн. || Головка сапожная. Чем люди живы. КС. Атта пуç сыптарас. || Волосы. N. Пуçа кастартăм та, çăмăллăнах туйăнчĕ. || Жизнь. ЧС. Эсĕ пирĕн сăмахăмăра итлемесĕр ху пуçна ху çухатăн. Байг. † Пуçă каймĕ тантăш, мулă кайĕ, вăрласа ил савнă хĕрĕсе. Лашм. † Пирĕн пуçа çини эсĕ мар мĕн. Ст. Шаймурз. † Епле хăйсене хăйсем шеллемеççĕ, пуçĕсене хĕрхенмеççĕ. Б. Хирлепы. Эсĕр-и ман пичисен пуçсене çакансем (= çиякансем, çиекенсем, т. е. губители). N. Эпĕ вунă çула пуçăма ярам. Баран. 65. Этемсем ушкăнĕ-ушкăнĕпе çулăмран тухса тарнă. Хăшĕ пуçне хăтарасшăн чупнă, хăшĕ çавăнтах вилĕме кĕре-кĕре ӳкнĕ. Ib. 56. Харăс чарăнаççĕ: пĕтнĕ пуç пĕтнĕ, ăçта кайса çухалмасть тесе, тĕпĕ курăнми тарăн çырма урлă сиктере параççĕ. Ib. 31. Пилĕк пус ман пуçа çирĕ. Пилĕк пусран пуçласа, ак мĕн курмалла пултăм. N. Ку вăрçăран пуçа исе тухса пулать-и? Ст. Шаймурз. Тархасшăн илсе ан кил, пуçма çиетĕн ĕнтĕ, тет. Пожалуйста не приводи ее, а то погубишь меня. Сунт. Аттесене хирĕç пулса, çакăнта килсе (замуж) пуçа çирĕм. Бгтр. Вăсам малтан вониккĕн полнă, кайран пĕри хăй поçне çинĕ, тенĕ. N. † Хурăн тăрне хурт çирĕ, манăн пуçа эсĕ çирĕн (кĕрӳшĕ). К.-Кушки. Чун юратман ачаран пуç хăтарса пулмарĕ. N. Çĕмĕрĕлме кай, çунса кайтăр, ман çамрăк пуç çухалчĕ. Собр. Вăттисĕн сăмахне итлемесен, пуçне çухатать, теççĕ. || Благодарение. Хурамал. || В чувашизмах. Орау. Вулани пĕртте пуçа кĕмеçт (ничего не идет в голову). Ст. Ганьк. † Ах, аттеçĕм, аннеçĕм! Шухăшла-ха пуç тавра: манран мĕскĕн ачу çук. N. Манăн пуçа касса ан çӳретĕр, килте пурăнтăр. N. Шухăшлассисем килсен те, тĕпĕ-йĕрĕпе шухăшласа, пуç тавăра çавăрса илме пултараймаççĕ. Альш. Хĕрĕ каланă: эсĕ лаша тĕсе аслаçăна хăй пуçне вĕрентрĕн, тет. Т. Григорьева. Пуç тавра шухăшламасăр ĕçе ан тытăн, теççĕ. (Послов.) Рак. Турă сывлăх патăр та пуçăра (пусть даст вам здоровье). N. Çамрăк ача çамрăк пуçĕпе ватă çынсене вĕрентет. Ск. и пред. 93. Пуян хĕрĕ пуçупа мĕншĕн çапла хăтлантăн? Рук. календ. Прокоп. Мишер пуçĕпе мишер те, таса тумасан, арăмне: эсĕ чăваш арăмĕ пек хытланатăн, тесе вăрçать. Юрк. Авă эпир мар, улпут пуçĕпе чиркӳ тĕлне çитсен, çĕлĕкне хывса илсе, сăхсăхса илет, тесе калаçчăр, тесе шухăшласа, малти чиркӳсем тĕлне çитмессерен, пуçĕнчи çĕлĕкне хывса илсе, чиркӳ çине пăхса сăхсăхса илет. ГТТ. Пуçне ниçта кайса чикеймес. Трхбл. Епле эс учитĕл пуçупа веренмен хĕре илсе ятăн? — Е, пĕррелĕхе пырĕ-ха. ЧС. Эсĕ халĕ çамрăк пуçупа халиччен çук йăлана туртса кăларатăн ĕнтĕ. Урож. год. Вăл хăй ватă пуçĕпе суха касси йĕрĕпе кун каçачченех утать. Н. Карм. Пит пуçа йывăр киле пуçларĕ (на должности). N. Чипер сывă пуçпа кайса килĕ вăл. N. Чĕр пуçăмпалах çĕр айне кĕрсе выртасчĕ. N. † Пуçма ятăм ирĕке сарă хĕрсем суйлама. Альш. † Сирĕн пекех лайăх çын халь умĕнче, сĕтел умне тăрса юрлаймăп: кĕçĕн пуçма асла хураймăп (хываймăп). Ib. Пуç кăна сыв пултăр: пуç пулсан, пурăнан вара, теççĕ. С. Айб. † Ай-хай пуçăм çамрăк чунăм, тата мĕн курасси, ай, пур-ши? Емельк. † Эсир те ватă, эпĕр çамрăк, сире пуçапмасан, пуç пулмаçт. N. Тин пирĕн пуç пĕтмели килет. (Из письма). Изамб. Т. Мĕн тăвас тен: ӳстерĕ çав, пуç çине ӳксен (если так пришлось, воспитает). N. Вĕсен пуç пурăнăçĕнче ĕмĕрлĕх савăнăç пулĕ. ЧС. Сана, хамăр пуç пурăнсан, çулталăкран тата чӳклĕп. (Из моления). Ib. Ача-пăча сăмаххине итлесессĕн, пуç та пĕтĕ. (Гов. мать). N. Пĕтĕм пуçĕпе йĕрсе ячĕ. Ск. и пред. 61. Çавăнта никам та ирĕклĕ пуçпах Мăншу çынĕнчен анакансем çук. Сред. Юм. Пуçа йытта хывнă та, чирлĕ тесе вырта парать вит, хăйĕн-ха нимĕн те ыратмас. N. Хам умра темĕскер, çавра çил пек, юра сирпĕтсе ман умалла тӳрех, пуç каснă пек килет; хăранипе хăйне хăй пĕлмест.

пуçлă туттăр

особый платок, похожий на полотенце, повязываемый женщинами поверх сурбана. Орау. Пуçлă туттăра пирĕн Уравăшра сурпан валли тĕртсе тунă пек тунă, икĕ хĕррине хĕрлĕ пиртенех тăваççĕ. Туттăр валли тĕртнĕ пир сурпан пирринчен ансăртарах пулать. Туттăр валли çав пиртен пĕр аршăн çурă тăршшĕ касса илеççĕ те, унăн икĕ вĕçне туттăр пуçĕсене çĕлесе хураççĕ, унтан вĕсем çумне пасар шăтăкĕ çĕлесе хураççĕ. Çавна вара пуçлă туттăр теççĕ. Пуçлă туттăра икĕ тĕрлĕ çыхаççĕ: туттăра икĕ вĕçне тан туса, варри тĕлĕшĕпе çанкисене çӳç курăнми çавăрса илсе, ĕнсе хыçĕнчен çыхса икĕ вĕçне усса яраççĕ. Тепĕр тĕрли — çав усса янă туттăр вĕçĕсене каялла лĕпке çине илсе килсе, хире-хирĕç çыхса хĕстерсе, вĕçĕсене мăйрака пек туса хăвараççĕ. Çапла çыхнине чăвашсем: туттăрне тавăрса çыхнă, теççĕ. См. сурпан тутăрĕ.

пуççăн

, поççăн, концами. N. Çола пуççăн анасам. В. Олг. Пĕр поççăн, одним концом. Ib. Тепĕр поççăн тӳ. Толки другим концом. || В. Олг. Пĕр поççăн порнат (одинок). Кан. Мĕн хуйхăрас хĕр пуççăн (т. е. в девичестве). Кан. Санăн ывăлу чĕр пуççăн (в живых) юлмĕ. N. Вĕсем хăйсем пуççăн (независимы): мĕн тăвас тенĕ, çавна тăваççĕ.

пуç-хула

главный город. N. Вĕсем Понт çĕрĕнчи чи пуç-хулара, Неокесарияра, пурăннă.

пуçар

, поçар, (пуз'ар, поз'ар), положить начало, быть инициатором, зачинать. Б. Олг. Той пуç калат: кĕçĕн кĕрӳ, йорла, ташла, сан поçарас полат (ты должен положить начало), тет. Якейк. Эс пуçарса пар тольăк, валалла хамăрах пĕлĕпĕр. Ib. Пор осал ĕçе эс пуçаран, сантан ял патях шар корса. Ib. Пирĕн ялта школ тума Микон Хĕлĕп пуçарчĕ. Кан. 1925-мĕш çулта, июнь уйăхĕнче, Тĕмер халăхĕ çав çĕре хăйĕн çине илес шутпа çĕр комиççи умĕнче ĕç пуçарать. Ib. Ку тупăшлă сутта коператив хăй пуçарсан пысăк усă пулмалла. Ib. Эпĕ: суртлас ĕçе кĕркуннех пуçарса ярсан аван пулĕ, тесе шутлатăп. N. Çырури сăмахсене ăнланас çĕрте те вĕсем халăх умĕнчен пуçарса пынă. Шибач. Хăшĕ поçарать (зачинает, инициатор). Пшкрт. Поçар, распоряжаться. Ib. Кам кона поçарса тумашкăн (распорядился, был инициатором). Хорачка. Ашшă валтан поçарса каят ĕçлеме, ачисем хыççăн пыраччă. Зап. ВНО. Пуçаракан (зачинщик) эс, сана касамата кайса ларма та çылăх мар. N. Пуçар = пуçла.

пуçелĕк

поçелĕк (пуз'эл'э̆к, пуз'эл'э̆к'), изголовье, подстилка под голову. Изамб. Т. Пуçелĕке тӳрлет. Орау. Пуçелĕке çӳллĕрех ту, унсăрăн кансĕр. Ib. Пуçелĕк лутра пулчĕ (в головах низко). || Особое деревянное изголовье, на которое кладется конец тӳшек'а и çытар, подголовник. Чертаг. СПВВ. ГЕ. Пуçелĕк — йăвăçран тунăскер, ăна пуç айне, çӳллĕрех пултăр тесе, çытар айне хураççĕ. Тюрл. Пуçелĕк (йывăçран тăваççĕ), предмет подкладываемый под голову с специальным назначением видеть сон. Ст. Яха-к. Чăвашсем юмăç пăхса уçăлмасан, пĕр-пĕр тĕлĕк пĕлекен çынна пуçелĕк параççĕ. Вĕсем ăçта кĕпе, ăçта масмак-сурпан, каç çывăрнă чухне пуç вĕçне хурса выртмашкăн, параççĕ. Çав пуçелĕке пуç вĕçне хурса выртсассăн, яланах мĕн-те-пулин тĕллентерет, тет: чĕрĕлессине-и, вилессине-и. Тата чĕрĕлмешкĕн (для выздоровления) мĕн-мĕн тумалли те курăнать, теççĕ. || Передняя подушка у телеги. Чертаг. Абыз. Пуçелĕк, подушка (у экипажа). Артюшк. Пуçелĕк, передняя часть телеги. СПВВ. ГЕ. Урапа пуçелĕкĕ. || Особое бревно, на котором лежит вал (на мельнице). М. Тупт. Пуçелĕк хĕрес çинче выртать (бревно на верху мельницы). См. арман. || Изамб. Т. Если идет ряд загонов, расположенных в длину в одном направлении, а за ними идет ряд других загонов, направление которых перпендикулярно направлению первых, то первый загон из ряда поперечных назыв. пуçелĕк. Сред. Юм. Пуçелĕкри ана — ряд загонов, из которых на крайний упираются другие одним концом. Ст. Чек. Пирĕн ана-сене пуçелĕклĕ (пуçӳлĕклĕ) сыпăра.

пуçтахлан

озорничать, нахальничать; буянить, скандалить. СТИК. Ах тар, пит пуçтахланатĕ-çке ку çын, намăса та пĕлмест. N. Вĕсем нихçан та, тата çула мĕне кампа та пулсан кайсан, унтан пуçтахланса «на чай» ыйтмаççĕ.

пушмак

башмак, ботинки, туфли. Альш. † Ĕнчĕ пушмак, шур чăлха. N. Вĕсем е пушмакĕсе (= пушмакĕсене) хапха урлă ытаççĕ, е куçĕсене тутăрпа хупласа хапхаран тухса каяççĕ, тата сурăх ури тытаççĕ (на святках). Микушк. Пушмак ывăтаççĕ: пушмакăн сăмси ăçталла выртать, çавăнталла качча каймалла, теççĕ; каччă пусан, çавăнталларан хĕр илмелле, теççĕ. Илебар. † Пушмакки пичĕсем (у них) хурăн хуппи. || В перен. знач. Чăв. й. пур. 16°. Пуçа ӳксен, пушмак: килте урăх шанăç пулмасан, йĕрес те çӳрес пулать, ниçта тухмасăр, килтех пурăнма хал çук. Орау. Пуçа килсен пушмак: тăратсан (когда вызовут), мĕн те пулсан авăртан (если спросят урок, приходится что-нибудь молоть). N. Поçа килнĕ пошмака час хывса прахмалла мар.

пӳкле вилĕм

неестественная смерть. Н. Шинкусы. Пӳкле вилĕмрен эсир сыхлăр. Ст. Чек. Пӳкле вилĕм — çакăнса вилни, чикĕнсе вилни, неестественная смерть. Собр. Çапла этемрен вăтанмасăр, вĕсем пĕлнĕ-пĕлмен ăсĕсемпе вара темĕн чухлĕ çынна пӳкле вилĕмпе вăхăтсăр вĕлереççĕ (йомзи). Беседа. Хăй вилĕмĕпе вилнисем те, пӳкле вилĕмпе вилнисем те...

пӳлĕх

(пӳл'э̆х), назв. божества, раздающего по назначению кепе, счастливые или несчастные жеребья. Юрк. Такмак. Атте-анне çуратнă, шурă кĕпепе тытнă (держали во время крещения), турăпа пӳлĕх ӳстернĕ (каччăне тумлантарнă чух). Собр. Пĕрре пӳртекинчи карлăк çине тухса: пӳлĕх, пӳлĕхçи, уланка пулă калашне, çак патша хĕрĕ пĕтĕ пулнине курăттăм, тесе каларĕ, тет. ППТ. Аслă турă, аслă пӳлĕх, çырлах. (Уй чӳкĕ). Янш.-Норв. Эй аслă пӳлĕх, аслă пӳлĕх амăшĕ! сана тав тăватпăр, савса паратпăр, савса ил... (Уй чӳк туни. Пӳлĕх тесе вĕсем мăн турра калаççĕ). ЧП. Эпир атте-анне ачисем турăпа пӳлĕхĕн чунĕсем. Кĕвĕсем. Ĕнтĕ çын кураймас та, çын кураймас, турăпа пӳлĕх ямас та, тивеймес. Н. Якушк. Атте-анне çуратрĕ, турăпа пӳлĕх ӳстерчĕ. С. Алг. † Турă-ах та çырсан, пӳлĕх пӳрсен эпир те пулăпăр хурăнташ. Якейк. Пӳлĕх е пӳлĕхçи; пӳлĕх ача топнă çĕре пырать. Вăл ача çамки çине çав ача мĕлле порнмаллине, кама качча илессине, мĕлле вилĕмпе вилессине çырса хорать. Собр. Турăпала пӳлĕх пăрахмасан, вуникĕ тăшман урам айĕнче (под моими ногами). Альш. Шĕкĕр турра-пӳлĕхе: тантăш ташла пуçларĕ. Ib. Ырă аттеçĕм, аннеçĕм, сирĕн хуйхăра кам çĕклĕ? Турăпа пӳлĕх хăй çĕклĕ. См. Кĕрлĕх. || СПВВ. Каç выртсан канлĕхне пар, ир тăрсан пӳлĕхне (буква «л» написана неясно: перечеркнута и опять надписана).

пӳр

(пур'), присудить, дать, предопределить, штрафовать (в некот. гов.). СПВВ. Турă пӳрчĕ (дал). Б. Олг. Çапла торă пӳрсе полĕ. Ib. Хам телейпеле торă пӳрсе парчĕ (находка). Хорачка. Сана торă пӳрсе конта çырса çӳремешкĕн. Ib. Çоратнă чоня лепле пӳрсе, çана кормасăр полмаст. Ib. Ана-йĕрен çинче тыра-пола вольăк таптаса пракат, ана пăльовой пырат та, пӳрет. N. Васкани çитермес, тет, пӳрни çитерет, тет. Четыре пути. Турă пӳрсен, эсĕ авлансан, ачу-пăчу пулсан, асту, вĕсене лайăх ăса кӳртме тăрăш. Ст. Чек. Ах, мăнтарăн турри пӳрмерĕ те, атте панă лайăх кăвак ăйăр хапхаран кĕреспе ӳксе вилчĕ. Ib. Ăна çапла пӳрнĕ пулĕ. Такова его судьба. Изамб. Т. Пӳрменнине туртса илеймĕн. Ib. Пĕр-пĕр çын укçа тупсан: укçа ăна пӳрнĕ, теççĕ. Бижб. Пӳрмен çăкăр çăвартан тухса ӳкет, тет, пӳрнĕ çăкăр шăл хайăрса кĕрет, тет. Вил-йăли. Çурта умне, кулник сакки çине вилнĕ çынна пӳрнĕ чĕреспе чашкă лартаççĕ. Вăл чĕреспе чашка вилнĕ çын пытарнă чух хыв-нăранпа тулта тытаççĕ; вĕсене вилнĕ çынна параççĕ: вилнĕ çын савăчĕсем, тесе, урăх çĕре ниăçта тыткаламаççĕ. N. Ан хăрăр: сире вăл укçана аçăр турри пӳрнĕ, сирĕн ĕлĕкхи укçăр манăн алла çитрĕ, тенĕ тарçи. ЧП. Турă пӳрнĕ-çырнă пулсассăн... Ib. Пӳрмен мулсене (несужденые) шыраса. ЧС. Турă пӳрмесен, эсĕ мĕн тума çӳрен (что станешь делать)? N. Вĕсем курнă инкексене никама та курма турă ан пӳртĕр. АПП. † Хăна пӳрнĕ мул тупăнĕ, пӳрмен мулсене шыраса, ылтăн пек пуçна ан çухат. П. Федотов. Çырлах, турă, перекетне-тухăçне пар, ĕçме-çиме пӳр (удостой. Моленье). Ир. Сывл. 12. Пӳрех ĕнтĕ эс мана ирĕклĕхпе сывалма. Альш. Пӳлĕхĕ пӳрсе пулчĕ-ши, хам пĕлмесĕр пулчĕ-ши? Ib. † Турă пӳрсен, çырсан, пăрахмасан, эпир те пулмăпăр-ши çурт пуçĕ? Пазух. Атте-анне çурчĕ ылттăн сăпка, хăш ачине пӳрет те, çав тытать. М. Тув. † Ах, акийăм Тӳми пур, килте ырлăх нумай та, сана çима пӳрмерĕ. Юрк. † Турă çырни-пӳрни пулмасан, çаккăнти сарă хĕр вăл пирĕн. Шибач. Вăл мана торă пак пӳрсе пачĕ (наделил меня). Собр. Çырни-пӳрни пусма вĕçнех килет, теççĕ. (Послов.). Ib. Пӳрмен япала, çăвартан тухса ӳкет, теççĕ. (Послов.). ЧП. Турă çырсан, турă пӳрсен. Т. VI, 2. Пӳрменне пӳрсе пар, пӳрнине çуратса пар. Сир. 77. Мĕн хăйне пӳрнипе çителĕхлĕ тăракан çынпала ĕçлесе тăрăшса пурăнакан çыннăн кунçулĕ савăнăçлă иртет. Ib. 68. Хăй пурлăхне ывăлĕсене пехиллесе (= пӳрсе) хăварнă чухне вăл хĕрĕсене те пай панă. N. Хĕрĕмрен Сарраран ача-пăча курма пӳртĕрччĕ ман. Истор. Ăна патшара нумай ларма пӳрмен. Бес. чув. 5. Анчах унта вĕренсе тухма ăна пӳрмен. Тăв. 51. Ачам, мана та вара ан пăрах. Турă мана ку енчен те пӳрмерĕ, хуть эс те пулин ан пăрах. Баран. 31. Пĕрре этемсем кама мĕнле телей пӳрни çинчен калаçса ларнă. СПВВ. КЕ. Выльăхсене хĕлле кашкăрсем витеренех тытса каять те, ăна пӳрни тесе калаççĕ. ТММ. Пӳрни чӳречене килсе шаккат. Ерк. 12. Сентел тĕсĕ пит-çăмарти, яштак пӳ те тӳрĕ ура — пӳрнĕ хĕре пурнăçра! Янтик. Хама пӳрмен пуль çав, çавăнпа çухалчĕ пуль. Ib. Хамăра пӳрмен пуль çав: хамăра пӳрнĕ пулсан, вăрласа та каймĕччĕç ăна. Альш. † Пӳрни ăçта, пӳ унта; çырни ăçта, пуç унта. (Турă пӳрни). Сред. Юм. Хуна пӳрни таçта та çĕтмес Что тебе определено, то ты все равно получишь. К.-Кушки. Ырлăха пӳрен ырă (назв. духа). Ерк. 7. Мĕн кирлĕ-ши кăна пирĕнтен? Пӳлĕхçĕ, пӳр инкекрен! терĕçĕ.

пӳрт

(пӳрт, пӳрт, Пшкрт: пӧрт), изба, дом. Вута-б. Пӳрт, изба. Части избы: тӳпе, крыша; урай, пол; мачча, потолок; мачча кашти, матка или матица; ыра, паз у матки и венцов, (также и столбов); урата кашти, перевод или переводина и пр.; хăма, доска; кĕтес, угол; сак, лавка; кăмака ырати (= урати), опечек; кăмака сакки, приступок; чăлан, чулан; сентре, полка; пулат, полати; пулат кашти, полатный брус; кăмака, печка; мăйра (= мăрье), труба; кăмака чĕрçи, шесток; питлĕх, заслонка; кăмака çăварĕ, чело нечки; карниц, заплечек; турă кĕтесси, красный угол; чашăк хумалли, посудница, куда у крестьян кладут блюда, ложки, вилки, ножи и пр.; тенкел, скамейка; карниц, карниз избы; чӳрече окно; чӳрече янаххи, косяки; чӳрече янах тăрри, верхняя подушка или наокошник; потушка, нижняя подушка, подоконник; кантăк рамĕ, рама окна; кантăк хашакисем, оконные поперечины, наличник; хачмак — личинка; чӳрече хуппи, закрой; сула, иглица; петле, петли; кантăк куçĕ, стекло окна; петле çекли, крюк. ЧП. Çĕр çĕклейми пӳрт ларттартăм. Орау. Пӳртри япаласене унталла та кунталла утса салатса пĕтерчĕ (разбросал вещи по комнате). Ib. Ĕне выртнă çĕре пӳрт лартсан, пӳрт ăшă пулать, тит. Хур ларнă çĕре лартсан, сивĕ пулать, тит. Ib. Пирĕн пӳрт туса пĕтермен-ха. У нас изба еще не отделана. Ib. Пӳрт хăпартма (чтобы поставить сруб избы) мăк кирлĕ. Изамб. Т. Унтан пӳрт ăш-чиккине тасататăп. Ст. Чек. Пӳрте кĕнĕ чухне алăкпа урана хĕстерсен, хăна килет, тет. Ib. Пӳрт тăрринче çур çăкăр. (Уйăх). ЧС. Унтан вара пăртак лартăмăр ĕнтĕ, атте çĕнĕ пӳртрен кив пӳрте чупса пычĕ те, темĕнскер кăшкăрса каларĕ. Курм. Пĕр пӳрте пăсăн та, йосимăн. Регули 612. Пӳрт пирĕн аттин (ат'т'ин) виççĕ пор. Ib. 18. Пӳрт питĕрмесĕр ма кайрăн. Ib. 42. Онăн онта порăнмалли пӳрт çок. Ib. 43. Он пӳрчĕ пор та, порăнмалли мар. Ib. 1341. Эпĕр çӳресе пӳртрен пӳрте (или: пӳртех). Ib. 1526. Ĕлĕк он пӳрчĕ те çокчĕ, халь вăл лайăх порнать. Собр. Пӳрт вăти çĕрĕнче юпа ларат: çуркунне лартаççĕ, кĕркунне касаççĕ. Пир юпи). Сред. Юм. Пӳрт пуçĕнчи хăмла çырли, пиçнĕ-пиçмен суйларĕç. ЧС. Лаша кӳлсен эпĕ лашана пӳрт умне илсе пытăм (подъехал к избе). СТИК. Пӳрт маси кайнă, потерял образ; говорят, когда в избе нет никакого порядка, сорно, грязно). Юрк. Атьăр халĕ, килĕрех, килĕрех; пит лайăх хăнамăр килет иккен, атьăр пӳртелле, тесе йăтса кĕме хатĕр пулса чĕннĕ пек чĕнет. ФТТ. Тĕлĕкре çĕнĕ пӳрт лартсан, пӳрт лартаканĕн хăшĕ те пулсан вилет. N. Пӳрте камсем тапак тĕтĕмĕ тултарнă. N. Хора пӳртри пак, чĕлĕм тĕтĕмĕ кăн-кăвак тăрать (надымили табачищем). Сред. Юм. Пӳрте шыв толтарни (фокус). Фокăс кораканни: пӳрте шыв толтараймастăр, тесе таллашсан, она тола кăлараççĕ те, алăк хăлăпне вăтпа питĕ пĕçерекен тăваççĕ те: но, кĕрсе пăх ĕнтĕ шыв толнине, теççĕ; лешĕ кĕнĕ чох алăк хăлăпне тытать те, аллине хăпалантарса ярать, çав вара фокăс полать. Хурамал. Тĕлĕкре пӳрт лартсан, çын вилет, теççĕ. Эпир çур. çĕршыв. 11. Вĕсем пӳртĕн йĕри-таврах. N. Унăн пӳртĕ (не «чĕ») çинчен витнĕ улăмне сĕтĕрсе антарнă. У него стащили с избы (с крыши избы) солому. Шăна чир. сарать 7. Чир саракан микробсем чирлĕ çын выртнă пӳлĕмре те пулаççĕ: урайĕнче, пӳрт пĕренисем çинче, шăтăк-çурăксенче, сĕтел-пукан таврашĕнче. || Входит в состав назв. селений. Золотн. 264. Виçĕ-Пӳрт-Шашкар, Çичĕ-Пӳрт. N. Виçпӳрт-Шăмарш, Ĕмпӳрт-Туçа и т. д.

пӳртекӳ

(пӳрдэгӳ), крыльцо, сени. Ст. Яха-к. Вĕсем тасатнă чухне, килне çын тăруках пырса кĕресрен, кил-карти хапхисене, пӳртекӳ алăкĕсене, пӳрт алăкĕсене пĕтĕмпех питĕрсе хураççĕ. (Туй таврашĕ тасаттарни). Кильд. † Пӳртекӳ тули хура хĕр, шатах (все) пире юраллă. Курм. Пӳртекӳ вĕçĕнче ут тăрать. См. пӳртӳкӳ.

пӳртен

(пӳрдэн'), назв. духов, посылающих болезни; назв. самой болезни, поветрие. См. пӳртем. Ст. Яха-к. Икерч-кукăл, çăмарта пуха(ка?)ннисем сĕрен халăхĕнчен кая тăрса юлаççĕ, икерч-кукăл, çăмарта илмешкĕн. Вĕсене кил хуçи, сĕрен халăхĕ тухса кайсассăн, тин парат: пĕр икерч, пĕр кукăл, тата виçĕ çăмарта. Вĕсем: çак апатсемпе пĕрле пӳртри пӳртен ятлă усалсем тухса каят, теççĕ. Чăвашсен пӳртен тиекен чир пур, çав чир пĕр çын пӳртĕнчен тепĕр çын пӳртне куçать. Çав пӳртен тиекен чирпеле ăçта куç пăсăлат, ăçта çан-çурăм ыратат, теççĕ). Чăваш арăмĕсем вун-вуник килпеле çулла çимĕк иртсессĕн, юриях пӳртен валли сăра туса чӳклеççĕ. Пӳртену молятся при «сĕрен пăрахни», при чем упоминается: пӳртен амăшĕ, (пӳртен пулкисем, пӳртен тăванĕсем. Эсир пире пӳртен пулкисем час-часах килсе апрататтăр хăвăр час выçнипелен. Çак икерч кукăлне, çăмартасемпе хăвăр килĕрсенче куннĕн лăпкăн) лăпланса пурăнăрах килес çулччен. Пӳртенĕн пӳртен амăшĕ! Çак ял-йышă чипер лайăх çураçтарса лăпкă усра, çырлах пире. Эсĕ пӳртентен те аслă, вĕсем эсĕ ирĕк панипе пирĕн пата килеççĕ, эсĕ вĕсене чарса тăр.

пӳртĕш

(пӳрд'э̆ш, из пӳрт + ăшĕ), внутренность избы. КС. Вĕсем паян пӳртĕшпех ятлаçаççĕ (вся семья переругалась). Сёт-к. Вăсам (тараккансам) пӳртĕшпех çӳремелле. Татарк. р. Пĕтĕм пӳртĕшпе салам яратпăр. Шлем привет всей семьей. N. Пӳртĕшпе пурте салам яраççĕ.

пăр

подр. быстрому рассеиванию, разбрасыванию, разлетанию на части. Шел. П. 13. Çĕре пăр! салатса ярас пек кĕрĕслетсе тăчĕ туп сасси. Толст. Тимĕр шапи чул çине персе анчĕ, тет те, пăр! саланса кайрĕ, тет. N. Ӳт вĕшĕлтетекен хуртсемпе пулĕ, пăр саланса каякан тăпра пулĕ. || Подр. быстрому повороту и вращению. Бугульм. Пĕчикçĕ лаша, тур лаша, пăрах çавăрăнса тăринччĕ. Сред. Юм. Пĕр пĕчик çйç ачана ик аллинчен тытрĕ те, пăр-пăр-пăр çаврать, тепле холли тăпăлса тохмас ачин. || Подр. порханью. См. вăр. Шорк. Пĕр пĕчĕк кайăк пăр-пăр, пăр-пăр вĕçсе иртсе карĕ. Календ. 1911. Вĕçнĕ чух вĕсем пит илемлĕ, пăр-пăр çавăрăнкаласа чуна савăнтарса, сывлăш çинче ишсе çӳренĕ пек çӳреççĕ. АПП. Кăвак кăвакарчăн пăр вĕçрĕ (быстро). || Также о насекомых. Сёт-к. Уяр, уяр! Çомăр полать, полсан пăррр! вĕçсе кай. (Говорят божьей коровке, взяв ее на палец). || Подр. дружному горению. || Подр. проборке, строгому выговору словами (когда выговаривающий слишком горячится). Альш. Лешĕ чăнах та тимес вара (не трогает): Элшелинне пичĕке ураписене те тĕртсе пăхмас; ытти ялсенче вара пăр тустарат (строго пробирает). Ст. Чек. Пăр тусса çӳрет. Он горячится.

пăр

(пы̆р, пŏр), повертывать, поворачивать. Шел. П. 66. Куçне урăх енелле пăрса тăрать. Чертаг. Пăрмалли патаксам (у сохи, вставлены в подвои, патвай, их 2). Синьял. Пĕр карта сурăх, пурте пуçне пăрса выртаççĕ. (Кăмакари кукăлсем). Чем люди живы. Амăшĕ вырăнĕ çинче пĕр хĕр çине йăванса карĕ те, хăрах урине пăрса ячĕ (свернула). Орау. Яратав Йăхăначĕ ĕлĕк пăрусене, тыр çине-мĕне тухсан, яланах хӳрисене пăра-пăра яратчĕ, тет (чтобы отвадить). || Выжимать. Сёт-к. † Порçăн тоттăр — варличчĕ, халĕ эпĕ карăм та, пăрнă тоттăр полса йолчĕ. Байгул. Пăрнă тутăр, выстиранный и выжатый платок. Скотолеч. 12. Таса пире (холст) сивĕ шывпа йĕпетсе пăраççĕ. N. † Шур Атăл шывĕпе пăрса илĕпĕр (выжмем). Кратк. расск. 17. Эпĕ çав пиçнĕ çырласем шывне Фараон курки çине пăрса илтĕм. N. Вăйăран кĕрсен, кĕпесене пăрса тăкатпăр — çара шыв пулать? N. Кĕпесене хăвăрт-хăвăрт чӳкесе пăрма тытăнчĕ. Кулине юлашкинчен Марук кĕпине пăрса типĕтрĕ. || Драть (за ухо). Шорк. Асту, холхуна тытса пăрăп. Смотри, я надеру тебе уши. IЬ. Кил-ха конта, эпĕ сана холхунтан пăрса ярам. Иди-ка сюда, я надеру тебе уши. N. Хăваласан-хăваласан, ватнă ачине тытрĕ те, холхинчен питĕ хытă пăрчĕ те, ачи çохăрса ячĕ. || Разводить (пилу). N. Пăчăк шăлне пăр. || Ввертывать. Изамб. Т. Малти шăлсенчен икĕ енне пĕрер турта пăраççĕ. N. Ламппа пăрса кӳртсе лартнă. || Свивать на станке. N. Пăрнă пушă, кнут свитый на станке из кудели. || Отклонять, отворачивать, устранять, обходить. Сёт-к. Вăл хошнисене хамран пăримастăп. Я не могу отклонять от себя его приказаний. N. Вĕсем шанчăксăр çынсем, вĕсене куç умĕнчен пăрма çук (за ними нужен глаз да глаз). N. Пуянсене анчах кӳртсе пĕтерчĕç (приняли в часть при аренде леса), чухăнсене пурне те пăрса хăварчĕç. Кан. Тырăпа услам тăвать, ăна та суйлавран пăрман. || Искажать смысл. N. Çын калаçнă чух пĕр сăмах çинчен тепĕр сăмах çине пăрса кайман-и? || Уклониться от темы. N. Сăмахне урăх çĕрелле пăрса яма тăрăшаççĕ.

пăрах

(пы̆рах), пыль, прах. См. пăрак. Хурамал. Арман авăртнă чух калаççĕ: çăнăха ытла пăрах пек ан авăрт, теççĕ. Аттик. Вĕсем акă çапла каласа çавăрнаç: мур пăрах пулса вĕçсе кайтăр, инкек ирĕн-каçăн сирĕлсе пирĕн пата ан килтĕр, тăшман тăкăрлăкра хăрăк шалча çине тăрăнса тĕп пултăр, тесе. Тюрл. Сӳс шăртланă чоне пăрах тапса толать пӳрте, ват çын кăкрине персе питĕрет сывламалла мар. СПВВ. ФВ. Пăрах — тусан; хĕрарăмсем вара ылханнă чух: çавăн кĕлетки пăрах пулса вĕçсе кайтăр, теççĕ. КС. Пăрах, тонкая пыль. Сӳс шăртланă чухне хăшĕ арăм пăраха чăтаймасть. || Все, что угодно? ХЛБ. Нужно удалять весною с поля воду: канав авăтса-и, суха кассипе-и, пăрахпа-и: кăçта епле килет, çавăнта çапла тăвас пулать.

пăрах

(пы̆рах), бросить, оставить. Коракыш. Эпĕ епле хам упăшкана пăрахах сана качча пырăп. N. Пăрахса кай ман патăмран. Оставь меня. N. Аçу-аннӳ çуртĕнчен пăрахса кайса. Янш.-Норв. Унта пырсан вĕсенĕн пĕр ачи пĕр çăмартине хăй пуç урлă виçĕ хут çавăрать-те, çав çырмана пăрахать. (Сĕрен). Микушк. Ăçта каян, кума, каласа кай? — Шыва кĕмĕл çĕрĕ пăрахмашкăн. (Это, вероятно, старинный языческий свадебный обряд. На другой день свадьбы молодая в сопровождении сестры мужа идет на речку за водой и там бросает в воду кольцо или монету божеству воды «вутăш»). В. С. Разум. КЧП. Вăйĕ пĕте пуçласан, вăл пăрахса тарнă. Ачач 188. Тимуш хăрама пăрахнă. Орау. Пăраха пачĕ, бросил (неожиданно). Букв. 1904. Ахăр хĕрт-çурт пулĕ ку, тесе, Иван шартах сикет те, хайхине пăрахах тара пуçлать. Изамб. Т. Ку сурăхне пăрах та тар. || Свалить. Якейк. Алăк хошшинех пăра пăрахса хăварнă (свалили лед). || Навалить. Çутт. 153. Хыр тымарĕсене лакăма тултаратăп та, чĕртсе яратăп, çиелтен тăпра е çерем пăрахатăп. || Положить. N. Вутă пăрахам-ха. Положу-ка дров (в печку). N. Вута пăрахса çунтар. || Класть. Якейк. Эп чĕмелсене (= çĕмелсене) прахса турăм; чĕмелсене лап прахса турăм (чĕмел пуçланă чох тват кĕлтея хреслĕрен хреслĕ хораççĕ, онтан вара çавăрса каяççĕ). || Подкинуть. Бюртли. Санăн ăна укçа пăрахмалла, теччĕ. || Стлать (напр., для беленья). N. Шуратма пăрахнă пирсем. || Прикинуться. Кильд. Аптранă енне вара ӳсĕре пăрахăрĕ, тет. || Сажать. Хорачка. Кăмакая пашалу пăрах. В. Олг. Хăяр прах (садить). N. Чăн первей паранкă пăрахаççĕ. Ачач 37. Амăшĕ ывăлне кашни ирех, çунакан кăмакана паранкă пăрахса илсе тăварланă купăстапа тăрантарать. Кан. Кам çуркунне хăмла пăрахас, чĕртес, тет, унăн кĕркунне çĕре çемçетме тăрăшмалла. IЬ. Кăçалах çур теçеттин волынь хăмли семшевăй сурт пăрахнă. Пахча çим. 3. Нумайăшĕ (картофель) суха хыççăн пăрахса пыраççĕ. || Скидывать, снимать. Юрк. Вуникĕ сурăх усрăттăм, улăм пама каймăттăм, çирен тăлăп пăрахмăттăм. N. Пĕр уйăх ĕнтĕ ураран атă пăрахман. N. Пăрах, снимать (сапог) с другого. || Сбавить (цецу), сбросить. Б. Олг. Хакне пăрахсам пĕр ластăк, ытла хытă тытса тăратăн, сотас теместĕн-и? Пасара антарса тăк, киле каллях исе каятни? || Линять, ронять перья, шерсть и пр. N. Тĕк пăрах, пуç пăрах (урпа). || Делать выкидыш. Орау. Сурăх путек пăрахнă. Изамб. Т. Лаша тиха пăрахнă, ĕне пăру пăрахнă, сурăх путек пăрахнă (выкидыш). || Испражняться. Орау. Ах, ку ача-пча! Çинă-çиманах кайса та пăрахат (испражняется)! || Перестать, бросить. Орау. Ху вулама пăрахсан, кĕнекĕне мана пар. Когда перестанешь читать, передай книгу мне. N. Çăвла хут вĕренме пăрахсан, аттесене хресьян ĕçсенче пулăшрăм. Хыр-к. Хут вĕренме пăрахсан, çулла, ачасемпе пулă тытма, рак тытма çӳреттĕмĕр. N. Çиессе пăрах, перестать есть. Панклеи. Порнаççĕ, порнаççĕ ватăрах çынсам, эсрелĕ килме пăрахнине (что перестал ходить) сисе пуçларĕç. || Прекратить, бросить. N. Мĕнле паян кооператив сутма час пăрахнă. Ку вăхăтра хупакан марччĕ-çке? тесе килнелле çаврăнса каяççĕ вара. || Перестать что-нибудь делать. КС. Хăяр пăрах, последний раз собрать огурцы. || Раздумать; отменить, отказать. ЧС. Аннесем вара: вилет пулĕ, юмăçа кайса укçа та пĕтерес мар, терĕç те, юмăçа кайма пăрахĕрĕç. N. Эп сăра тăвасса пăрахрăм. Я раздумал варить пиво. N. Вăл хăй (она) кайма пăрахрĕ. Ивановка. Çакăнтан кайран эпĕ чула алла тытма та пăрахрăм. Тим. † Ах, хăтаçăм, Микулай, пăрахма-пăрахма тытăнатчĕ, пăрахасран чунăм çук, пăрахсассăн чунăм çук. || Уступить (в цене). Н. Карм. Ну, апла пулсан, вун тенкине пăрахап, тет. N. Пăрах (пăрахса пар) тепĕр пилĕк пусна! — Юрамаçт, пăрахмасп. || Отказаться. N. Çăкăра пăрахăп, уна пăрахмăп. || В качестве вспомог. глаг. Яргуньк. Акă сана хуçа сенкĕпе чиксе пăрахма килет. N. Мана луш (зря) çинченех кăшкăрчĕ-пăрахрĕ. N. Курак çăварне карчĕ-пăрахрĕ те, татăк ашĕ тухрĕ-ӳкрĕ. N. Лаша пĕççине чарчĕ-пăрахрĕ (беспомощно). Сорм-Вар. Упа Ахматяка çыхса пăрахрĕ. N. Вăл вара мĕн туса пăрахмĕ манпа? (т. е. нагадит мне). М. Сунчел. Пӳрт алăкне уçса прахнăччĕ те, пӳрт умне çап-çутă çутатса пăрахнăччĕ. Панклеи. † Каяс марах тесеччĕ, илчĕç-пăрахрĕç, мĕн тăвас. (Салтак юрри). Альш. Улпучĕ пăруласа пăрахасран хăранă, тет. Барин боялся, как бы не отелиться. Юрк. Тӳрлетес вырăнне (вместо того, чтобы вылечить) тата хытă пăсса пăрахаççĕ (испортили). IЬ. Çуртăрисем ĕлкĕрсен, çав укçапах çуртăрисене те выртарса пăрахат. IЬ. Тытăнсан, ĕçе часах туса пăрахнă. Ст. Яха-к. Атьăр часрах кунта чӳклесе пăрахар та, вара пирĕн пата кайăпăр, теççĕ. Изванк. Пулла тухсан та, ăна пĕре çех (только) кăшкăрса пăрахаççĕ (крикнут на него). Кан. Тепĕр хут чĕтретсе пăрахрĕ. Капк. Эпĕ Улия юратса пăрахрăм. Пуç çавăрса пар-ха. N. Çан чохне ĕçсе пăрахрăм-çке (напился)! Т. II. Загадки. Шăлсан, шăлса ямалла мар; çĕклесен, çĕклесе пăрахмалла мар; вăхăт çитсен, хăех каять. (Мĕлке). ЧС. Эпир вăл анана, ир кайнă-ĕскерсем, кăнтăрлаччен сухаласа та пăрахрăмăр. N. Вĕсем малтан нумай çĕрлĕ çынсенчен темĕн чухлĕ çĕр илсе пăрахаççĕ, унтан вăл çĕре, банк урлă, сахал çĕрлĕ хресченсене пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн сутса пит нумай ытлашши укçа пуçтараççĕ.

пăри

(пы̆ρиы, пŏρиы), полба. Альш. Вĕсем ăна суйлама кĕл çине пăрçа, пăри сапса, ăна суйлаттарса хăварнă. Трхбл. Пĕр сăпкара икĕ ача выртать. (Пăри). Юрк. Пăри пăттине пит лайăх кăна пĕçерсен, аш шӳрпипе сапса çиме юратаççĕ. N. Пĕр сăпкара икĕ ача. (Пари чăши). С. Айб. Пĕр пӳлмере икĕ карчăк. (Пăри тырри). Вомбу-к. Пăтă тол, пăри, вир, хоратол, сĕлĕ кĕрпинчен пĕçереççĕ.

пăру

(пы̆ру), теленок. Шурăм-п. Вĕсем киле çитсессĕн, пăру хăваласа килчĕç те, пахчана улма пуçтарма чупрĕç. Якейк. † Эпĕр илнĕ чух: ултă пăру амăшĕ пулнă, терĕç. N. Сирĕн ĕне ертни? — Ертнĕ (обгулялась, стельная), или: сирĕн ĕнен пăрушши пур-и? N. Ĕне пăруларĕ, пăрушĕ тына пулчĕ. Ёково. Пăру сыхлатпăр. Мы пасем телят (мн. число). N. Унтан тата пăру çуралсан, пăру ыри (= ырри) тăватпăр, теççĕ; ăна ак çапла тăваççĕ: куймах пĕçереççĕ те, ăна вара пăру ыри теççĕ. Орау. Ах тур!... Мĕн так... Çулайман пăру темерĕн, çавне хирĕç пĕр сăмах та (сăмох то) уçса калаймарĕ. Скотолеч. 28. Çаксене тиркемесен, ĕне пăру пăрахма та пултарать, е пăруланă чухне пăрулаймасăр вилме пултарать. N. Пăрура апат çук, т. е. в человеке, смирном как теленок, нет толку. Трхбл. Эй ураланайман пăру! Эй ĕселенеймен пăру! Шибач. 1) Пошмак пăру — икĕ хĕл каçни (В Хорачка — пĕлтĕркки); 2) чопмалли пăру (случн.); 3) мăкăр пăру, тына пăру. КС. Кусмалли пăру, ертмелли пăру. N. Пăру вăкăр ертнĕ пусан, ĕнине сут.

пăх

(пы̆х), смотреть (тюрк. бак.). СТИК. Эпĕ каялла çаврăнса пăх та, курах кай: хайхисем ман пата пыра параççĕ. Я оглянулся, смотрю, а они идут ко мне. Трхбл. Капан айĕнчен юс пăхать. (Манка тухни). Бур. † Умăр çутă, çийĕр хĕрлĕ, вăтанатăп куçăртан пăхмашкăн. N. Пăхма çывăх та, утма инçе, теççĕ. (Послов.). ТХКА 114. Ак ĕнтĕ, пăх ĕнтĕ. Ăçта çитсе кĕтĕмĕр (куда мы забрались)! N. Пăх-ха, пулă йăмпăлт! туса карĕ (появилась всем телом и быстро исчезла; чăмпăлт! — махнула хвостом). В. С. Разум. КЧП. Пăхарах пар, усиленно смотреть. Любопытно отметить некоторые тонкости в употреблении этого глагола с простым падежом и с послелогом в следуюших примерах: Орау. Хĕвеле хирĕç (на солнце) пăхма çук. Мĕн эс уйăх çине пăхан? Чиркӳ хĕресне пăх, хĕвеле пăх (клятва). Мĕн эс ку алтана пăхса тăран? Что ты смотришь на петуха? Мĕн эс алтан çине пăхса тăран? Мĕн эс алтан çинелле пăхса тăран? (на петуха, если петух в отдалении; спрашивающий может и ошибиться). Ку сăмавар çине ман пăхас та килмест. Мне противно смотреть на этот самовар. Хăй мĕне пăхнине те пелмеçт. Сам не знает, что рассматривает IЬ. Мана ан пăх эс, çи, çи! — Не смотри на меня, т. е. не обращай внимания, ешь. Ман çине ан пăх. Не смотри на меня (в букв. смысле). — Ма тата? Куçăхатнам? IЬ. Çырма хĕрне пырса ларнă та, шыв çине пăхса ларать. IЬ. Çăлла ан пăх, çăлла анса кайăн (в колодец). IЬ. Мĕн пăхан? — Якур пичче иртсе карĕ те, çавна пăхрăм (на него). IЬ. Лаша çине çавăрнса пăхрăм та, лаша пĕтĕмпе кӳтсе чĕтресе тăрать. IЬ. Вăл хурăн çине пăхма та хăраттăм эпĕ. IЬ. Пĕлĕт çинелле пăхрăм (на облако, на небо). IЬ. Куçне пĕр илмесĕр ун хĕрĕ çине пăхса тăрать. IЬ. Тырă çинелле пăхса тăрать (на поля хлебные). IЬ. Тырра пăхса тăрать (караулит хлеб). IЬ. Çак тырра пăхап та-ха, ай-ай турă мĕн. Вот смотрю на этот хлеб (напр., в поле). IЬ. Сăмавар пăхатним? Самовар смотрит (с целью купить). IЬ. Лаша пăхатним? — Лаша пăхатпăр (желая купить). IЬ. Сăмавара пăхатним (караулит когда начинает кипеть). Шинер-п. Пĕре эпĕ карташне тухрăм та, йăва çине пăхса тăратăп. || Проверить наличность. М. Сунчел. Пирвайхи уяв каçĕ, кĕтӳ кĕрсен, выльăхсене хăппăл-хаппăл пăхаççĕ те (посмотрят, все ли на лицо), вĕтти-шаккипе выляма чупаççĕ. || Высматривать, присматривать, выбирать. Якейк. † Çакă ялта хĕр пăхрăм. Собр. Пасартан пасара çӳресе хĕр пăхать (выбирает невесту). Сёт-к. Сакăр сар хĕр пăхакан — инке арăмпа йолакан. Сред. Юм. Хĕр пăхма кайнă. Пошел девицу выбирать. N. Пăхса хонă сар хĕрне илсе яма полмарĕ. КС. Унăн пăхса хунă хĕр пур, высмотренная. || Открывать (сундук), чтобы посмотреть или вынуть вещь. N. Арчана пăхрăм. Я ходил в сундук (т. е. открывал зачем-то сундук). || Быть обращену в ту или другую сторону. Изамб. Т. Урамăн сылтăм енче çуртсем пурте пĕр майлă, урамалла пăхса лараççĕ. || Осматривать. Коракыш. Пĕре утарта пĕр старик вĕлесем пăхса тăрать. О сохр. здор. Пăхса пĕтер, осмотреть (чирлĕ çынна). || Лечить. М. Яуши. Ăна темчул лекĕрсем те пăхнă та, çавах чĕртеймаççĕ. || Любоваться. Орау. Эп сана пит пăхсах тăмăп! Я на тебя любоваться-то не буду, т. е. не посмотрю на тебя (а сделаю, что хочу, или заеду тебе в морду). IЬ. Ăна тата пăхса ларма илним? Ĕçлетĕр! А что, разве ее (сноху) взяли для того, чтобы на нее любоваться? Пусть ее работает. || Следить; следить по книге. Орау. Пĕр ачи вулать, ыттисем пăхса пыраççĕ (следят по книге). || Наблюдать. О сохр. здор. Ун пек чирлĕ çын хыççăн килте яланах пăхса çитермелле мар (не усмотришь). || Надзирать. Юрк. Эпĕ халĕ те пулин надсмотрщик анчах пулса пурăнатăп, Чĕмпĕр уйясĕнчи эрех лавккисене пăхса çӳретĕп. Эрнере мар, уйăхне пĕр тапхăр пăхса çаврăнатăп, пĕр-ик-виç кун çӳресе. || Ухаживать. Изамб. Т. Арçынсем ул вăхăтра кулленкун выльăх пăхаççĕ. N. Выльăх-чĕрĕлĕх пур-и санăн — пăх ăна. N. Хурт илес пулатчĕ санăн, шăллу пăхса паратчĕ (брат стал бы ради тебя за ними ухаживать). Собр. † Хуртне пăхма Михали, пыльне çима Микула. N. Хăвăр пăхса ӳстермен ĕçĕм-çырли пахчисем. || Ухаживать за любимым человеком; ухаживать, угощать. ЧП. Хамăра хисеплесе килнĕ хăнасене чипер пăхса ярса пулмарĕ. N. Ху хăнусене ху пăх. Ала 83. Кунта çĕмĕрлчĕç, тет, туйне темĕн чухлĕ аван пăхса ячĕç, тет. Орау. Хăнасене пăхса ывăнтăм. Ухаживая за гостями, я устал. Пазух. Хурăнташсем хулăн та, хамăр чухăн, епле пăхассинчен те хăратăп. || Хранить. Якейк. Контан кайнă чох эп она пăхса порăнма хам кĕнекесене парса хăвартăм (оставил на хранение). Изамб. Т. Эсĕ те, арăм (Ухха!) çурта чипер пăхса усра, салатса ан пĕтер (говорит умирающий). || Оберегать. Никит. || Караулить. Хочехмат. Вăсен пĕр старик пур, вăл уя каймас, кил пăхать, анкартинче пăхать. || Заботиться. Бес. чув. Шкул пăхмаллипех пăхса тăнă, ачасене вĕрентмеллипех вĕрентсе пурăннă. ЧС. Ку ачана ĕнтĕ эсĕ аван пăхса усраса ĕмĕрне вăрăм ту. (Моленье). Кан. Кил çуртне хăйне «пăхса пурăннă» çынна парса хăварасшăн. || Опекать. Курм. Йăмăкне пăхать. Он состоит опекуном своей младшей сестры. IЬ. Ача пăхакан, опекун. Курм. Акуна аçу пăхать (опекуном твоей сестры состоит). || Управлять. N. Вăл вара пĕр аллă çула яхăн еврей халăхне пăхса тăнă. Б. Олг. Чикме пăхнă çĕр çинче, в Козмодемьянском уезде, на территории Козмодемьянского уезда. || Воспитывать, смотреть за детьми. В. Олг. Иккĕш (оба) çурма (= çывăрма) выртрĕç. Выртрĕç те, попляччĕ: перĕн ачасане кам пăхĕ-ши (кто будет воспитывать наших детей), тет. N. Карчăк ачисене пăхса ӳстере пуçларĕ, тет. Изамб. Т. Епле арăмĕ вĕсене пăхса ӳстерĕ? Юрк. Пăхнипе пăхни уйрăм. Хам пăхатăп нумайĕшне. N. Пăхмаллараххисем те пур вĕсен ачисем... || Пасти. Кан. Ăна выльăх кĕтӳ пăхаканскер тĕл пулнă. || Искать (паразитов). N. Ку ача калать, тет: эс пăх-ха ман пуçа! Патша хĕрĕ пăхать, тет, кун пуçне. || Соображать, сочетать с чем. Якейк. Апат çима эп килессе ан пăх. Ты меня не дожидайся, обедай. || Церемониться. Орау. Тăрсан-тăрсан, пит пăхса тăмĕç, туххăм хăваласа ярĕç. Посмотрят, посмотрят, да и не будут церемониться — выгонят. || Слушаться. Ау 131. Ну, ку ача амăш сăмахне пăхмас, тет, çапах пăшал илет, тет те, амăшне пăрахса ухутана каят, тет. Орау. Эпĕ ăна пăхмастăп та. Я и не обращаю внимания на него. IЬ. Вăл мана çавăрăнса та пăхмаçт. IЬ. Ăйăх килсен, кансĕрленине пăхăп. Если мне захочется спать, то разве я стану обращать внимание на шум («помеху»). Альш. Патша калат: сан сăмахна пăхса, мĕн пур çемье вилсе пĕтет, тет. В. С. Разум. КЧП. Эпĕ çавах вăлсем ятланине пăхмасăрах ăшкула каяттăмччĕ. Капк. Миккер Керукĕ пĕртте ашшĕне пăхман, каттăршнай ачи. || Светить (о солнце). Шибач. Халь хĕвел епле пăхать, хĕлле те çапла ăшă полчĕ. N. Кунĕпе хĕвел пăхрĕ. Вопр. Смоленск. Пĕлĕтлĕ кун хĕвел анас чухне йăлтăртатса пăхсан, пĕр эрне йĕпе пулать. || Иметь склонность (к чему). N. Кăшт ĕçме юратать пулсан, ăна: ĕçке пăхать, ĕç тумасть, теççĕ. || Ворожить, гадать. Магн. М. Изамб. Т. Хăшĕ-хăшĕ кĕнеке тăрăх пăхаççĕ. Иные гадают по оракулу. Альш. Юмăç пăх. IЬ. Килте кăна пăхкалани, домашнее задание или ворожба. N. Ну, килемей! Эпĕ сан патна килтĕм, укçа çине пăхса парччĕ (погадай). Болезни. Хут çине юмăç пăхассине е пăхтарассине ăша та ан тытăр, çынсене те ан пăхтарăр. || Пробовать. Чăв. й. пур. 36°. Пăхса пăхам халĕ, тенĕ те, юмăç пăхăн пек тунă. КС. Юмăçне те пăхса пăхнă (пробовал гадать) вăл, çапах та çухалнă япалине тупайман (или: юмăçне пăхса та пăхнă...). IЬ. Çав хĕре пăхса пăхăр-ха, сирĕн Ваçили валли юрамалла-и? || Пытаться, норовить. Тим. Хăйне те çын тесе хисеплеме пăхать. N. Пульăсем пуçран лекме пăхаççĕ. Пули того и гдяди попадут в голову. || Относиться. ГТТ. Хальхи çамрăк çырăва вĕренет те, вăл-ку çинчен калать те, этемме пурне те пĕр евĕрлĕ пăхма хăтланать те, вăл ватăсен кăмăлне каймасть. || В чувашизмах. Сред. Юм. Эс ним тума аптраса пăха тăран (с повышением голоса на «пăха») çанта! Ты (говорит про себя) стоишь, не зная, что делать. Алик. Икĕ хутлă çурт йăтăнса ларать, пăхма та çук! Высится страсть какой двухэтажный домище! N. Этем пăхма çук, çын вилли çта килнĕ — унта. Везде навалены трупы — видимо-невидимо. Хурамал. Салтак каланă: айта ан чарăнăр, хăвăрăнне пăхăр, тенĕ (делайте свое дело, не переставайте). N. Ку ача ашшĕне пăхнă. (Уродился в отца). N. Ку ача, ашшĕне пăхсан (если будет в отца), куштан пулмала-ха (пожалуй). Сред. Юм. Йăхне пăхсан, пит чейе полмалла. Если судить по его предкам, то и он должен быть очень ловок в делах. Изамб. Т. Амăшне пăхсан, вĕсем те хаяр пулмалла. Судя по матери и они (дочери) должны быть сердитыми. Альш. Пăхмасăр калама вĕреннĕ. Выучил наизусть. СТИК. Э, пăхса та курăнмаст-ха, тахçан çын пулĕç! Когда-то еще они (дети) вырастут. IЬ. Мункуна сăра тăвасчĕ. — Э, пăхса та курăнмаст-ха (до праздника еще долго), ĕлкĕрĕпĕр. N. Суккăр çын ĕмĕрне çын куçĕнчен пăхса пурăнат. Слепец весь свой век живет в зависимости от других. БАБ. Мĕн тума пăхан вĕт (что поделаешь, ничего не поделаешь): кĕрессе пăтпа кĕрет те, тухасса салатникпе тухат, теççĕ. Альш. Эпĕ хам чассие Хусантипе пăхса лартрăм. Я поставил свои часы по казанским. Скотолеч. 14. Пăхма лаша сывă пек. На вид лошадь кажется здоровой. Питушк. Лайăх, пăхмалли те çук! Очень хорошо. Бес. чув. 2-3. Эсĕ мĕн пăхан, Хайрулла? Акă аçуна каласа кăтартам-ха! терĕ Микулай. Что ты подсматриваешь, Хайрулла? Вот расскажу я отцу и попадет тебе. Орбаш. Тимĕрç пуçне шăратрĕ те, пулчĕ лаша, пăхма та аплах мар. N. Епле апла хăй тавра? Ху йĕрӳ тавра епле çаврăнма пăхатăн? Как ты можешь обернуться вокруг самого себя? || Употребляется в качестве вспомог. глагола. ЧС. Кĕрĕк тăхăнса кăмака çине те хăпарса выртса пăхатăп, çапах та ăшăнаймастăп. КС. Туртса пăх-ха, эп сана! Попробуй-ка покурить, тогда я тебе задам. N. Тĕрлĕ çын тĕрлĕ шухăшласа пăхать пулĕ. Юрк. Лар ĕнтĕ! пĕрер чашкă ĕçсе пăх! Присаживайся, выпей чашечку (чаю). IЬ. Хуранпа тиркине кăшт аллипе тытса пăхат (дотрагивается). IЬ. Унта-кунта пăхкалат, пĕр япалине ниçтан тупаймас; хăйпе пĕрле юнашар ларса пыраканнине: эсĕ курмарăн-а? тесе ыйтса пăхат (спрашивает). IЬ. Хăш-хăш тĕлтисем вырăнĕ-вырăнĕпе пĕр-пĕринчен пăртакçă урăхларах та тукаласа пăхаççĕ (справляют свадьбу несколько иначе). IЬ. Ваçук, пĕреххут тĕтĕрсе пăхăн-а? тет арăмĕ упăшкине. Трхбл. Эпĕ çĕвĕç патне пиншак тăхăнса пăхма кайрăм. Я ходил к портному примерять пиджак. ППТ. Луччĕ акă тата çапла тăвса пăхар-ха... Лучше попробуем сделать вот так. Орау. Тарçа, тытиччен, малтан апат çитарса пăхма хушнă (чтобы испытать его ретивость в работе). Бес. чув. 2. Мĕн эсир çав тĕрлĕ хĕнетĕр лашана, вара çав тĕрлĕ хĕнеме юрать-и? Кӳрĕр-ха, хăвăра çапла ватса пăхам (ну-ка, я вас самих попробую также поколотить)! В. С. Разум. КЧП. Вĕсем пĕрре те спектаккăль ларт а хăюланса пăхманскерсем,

пăхтар

понуд. ф. от гл. пăх. НАК. Пусаччен малтан, вăл выльăха киремет йышăнат-и, йышăнмаст-и, тесе, вĕсем ăна малалла пăхтарса тăратса, кĕлкĕлесе, çурăм çинчен шыв сапса силлентереççĕ те, вара тин пусаççĕ. С. Айб. † Икĕ сарă хĕрсем ӳстертĕм, хура куçăм çине пăхтарса. Альш. † Икĕ хура лаша хам ӳстертĕм, икĕ хура çĕмĕртсене пăхтарса. N. Çатăрка тăррисене пурне те каялла пăхтараççĕ. Менча Ч. Ăшă хĕвелне пăхтарăсăнччĕ (заставь светить)! ЧП. Хал пĕчĕкçĕ пулсан та, пурне те куçран пăхтартăм (как бы все заискивали). Янш.-Норв. Мана каçанпа (спиною) шывалла пăхтарса тăратрĕç те, шыва ӳкме хушрĕç, вара манăн ирĕксĕр ӳкмелле пулчĕ. СЧЧ. Ну, хай çемьесем, ĕлĕк пăхтарнă хĕр-юмăçах чĕнтерсе килсе, тата тепĕр хут пăхтараççĕ (просят поворожить). N. Майра-йомăçа картпа пăхтартăм (она мне ворожила).

пĕвет

красить. Рак. Шур калпака кăвака пĕветрĕм. Альш. Çавăнпа таврара пĕвевçĕсем нумай. Çуркунне вĕсем пĕветме тытăнаççĕ. IЬ. Ампарĕсем çине тимĕр виттернĕ те, хĕрлĕпе пĕветнĕ. || В перен. см. Тюрл. Чим халĕ, эп сана пĕветĕп (обокраду).

пĕл

(пэ̆л, пэ̆л'), знать. Якейк. Вăл вырăсла чăвашлинчен хыт(ă) пĕлет. Он знает лучше по-русски, чем по-чувашски. IЬ. Вăрланă япалая пĕлсех илч вăл (купил заведомо краденную вещь), хам та пĕлетĕп. IЬ. Вăл паян конта килет-и? Тем, пĕлмĕп (не знаю). Б. 13. Пĕлмерĕн — пĕр сăмах, пĕлтĕн — çĕр сăмах, теççĕ. (Послов.). Ала 93. Çаксене вăл хăй пĕре те пĕлмен, унăн тăван пичĕшĕ кайран ăна мĕн пулнине кала-кала кăтартнă. N. Юмăç, пĕр каласан (одним словом), нимĕн те тăва пĕлмест. Юрк. Çук, эпир пĕлместĕпĕр, урăх çынсенчен ыйтса пăхăр, теççĕ. Кĕсем тата çынна ытти çынсенчен те ыйтса пĕлеççĕ (пăхаççĕ). IЬ. Пĕлмесен, пире çыру пĕлменни кирлĕ мар. Если ты не грамотна, то нам таких не нужно. N. Лешсем пĕлми (неизвестным) ют чĕлхепе сырнă кĕнекесене вуласшăнах пулман. N. Хĕрсем кам упăшки пулассине пĕлесшĕн тăрăшаççĕ (гадают ка святках). Бур. † Мĕншĕн шавламастăр, кĕрлеместĕр? Элле хуçи ятне пĕлмесре? N. Телейне пĕл те, Мускава кай. СТИК. Эс хăвăнне пĕл, çынне пĕлсе ан çӳре, сан ĕç çук кунта! Не твое дело, не в свое дело не суйся! Сред. Юм. Пĕлмен-илтмен çын мар вит. Небольно какой-нибудь незнакомый. IЬ. Пĕлмен-илтмен çынна епле хваттер ярас ăна? Как пустить на постой незнакомого человека? N. Ăна пĕлмесĕр суйларĕç. N. Пĕл те ан пĕл, ан пĕл те пĕл. Регули 340. Эп сантан пĕлнĕ полăп. Я притворюсь, что узнал от тебя. IЬ. 94. Вăл пырассине пĕлес çок. IЬ. Пĕлнĕ çĕрте илтĕм. IЬ. 211. Пĕлнĕ çынтан илтĕм. IЬ. 212. Пĕлнĕ çĕре патăм, пĕлнĕ çын патне патăм. IЬ. 1072. Эп кона он хотинчен (хотинченех, по походке) пĕлетĕп. IЬ. 1075. Эп кона пĕр старик попленинчен (поплесе кăтартнинчен) пĕлетĕп. IЬ. 114. Тыр сотассине вăл пĕлмест. Якейк. Ятлама та пĕлес çок. Собр. Этеме этем мĕн каламĕ, ăна турă пĕлсен анчах, теççĕ. (Послов.). N. † Выляма тухман хĕрсене карчăк тесе пĕл ăна, пĕл ăна. Юрк. Атя пухăва, унта пире пуху хăй пĕлнĕ пек (по своему усмотрению) уйăрса парĕ. N. Килтисем çинчен пĕлменни тăват ойăх ăшăнче. Уже четвертый месяц как нет известий из дома. Н. Карм. Эсир пĕлекен Е. М. Петров. (Конец письма). Орау. Урăх нимĕн те çырма пĕлместĕп. Больше писать нечего. В. С. Разум. КЧП. Апла эппин, эпĕ пĕлмен те. СТИК. Ыйтса пĕленçи пек тăват. Сред. Юм. Пайтах пĕлекен çын пик пĕленçи пôлса ларать тăта... Альш. Ку таврара Сĕвене Чĕмпĕртен пуçласа Пăва патне çитиччен пĕлеççĕ пĕлекен, еплине. N. Çырăва пĕлекеннисем пĕри те хăйсен законĕ кĕнеки «корансăр» çук. Байгул. † Пирĕн атте пĕлменни! Пĕлмен çĕре хĕр пачĕ. Баран. 15. Вилессе-юласса пĕлмесĕр Литвапала çапăçрăн. N. Ӳтне исе çитеретĕп, чунне — пĕлместĕп. Ыраш 78. Халĕ пĕлет, малалла карăмăр ĕнтĕ, нимле ĕç те хăрушлă мар тин, тет. || Замечать, узнавать. Ала 30. † Çак ял çулĕ вăрăм çул: çул вăрăмне пĕлмерĕмĕр, хĕр вăрăмне пĕлтĕмĕр. N. Эпĕ онăн ăсне пĕлем. Узнаю-ка я его намерение. Орау. Эсĕ, халь кайсан, мĕн пĕлмелле, эсĕ халь пĕчĕкçеç. || Быть знакомым (с кем). N. Эпĕр пĕр-пĕрне лайăх пĕлетпĕр. Мы хорошие знакомые. || Уметь. Пшкрт. Апла касса пĕлместĕп. Никит. Кăмписĕне хĕле те çиме пĕлĕтĕмĕрчĕ. Грибы-то мы сумели бы съесть и зимою. N. † Çĕлетиччен çĕлетессĕн сунмарăм, çĕлетсен тăхна (= тăхăна) пĕлмерĕм. Çутт. 143. Мĕнле килме пĕлтĕнех? Эсĕ килессе эпĕр тахçанах кĕтсе ларатпăр. Регули 87. Ĕçе тăвасса (ĕç тума) пĕлмест вăл. Альш. † Лайăх-лайăх хĕрсене тус тусаттăм, калаçа пĕлмесĕрех сивĕтрĕм. || Мочь. ЧС. Анне турăш умĕнче выртнине курсан, сак çине ӳкрĕм те, тăрата пĕлместĕп, уласа макратăп. N. Çисе тăрана пĕлми çын, ненасытная утроба. Ал. цв. 24. Хĕр чарăна пĕлми хуйха ӳкет. || Думать, принять, предполагать, признавать, считать. N. Пирĕн ача çак çурта курнă та, хула тесе пĕлнĕ. (Такмак). Кратк. расск. 19. Египетри пуçлăх пире: çĕр сăнаса çӳрекенсем, тесе пĕлчĕ; эпир апла çынсем маррине ахаль ĕненмерĕ вăл. Юрк. Чикан майри те хăй упăшки вырăнне, юнăшпа пĕлмесĕр, хура чăваша тытса чарнине курсан, хăнчен хăй вăтанса: эпĕ сана хам упăшкам-тăр, чикан-тăр, тесе пĕлсеттĕм, тет. N. Мĕншĕн апла тесе пĕлетĕр эсир? Ст. Чек. Пуян тесе пĕлеççĕ, считают его богатым. IЬ. Эс эп унта кайнă тесе пĕлетне-ха? || Утверждать. Канаш.р. Вĕсем: сана сута панă, тесе, пĕлеççĕ. Они утверждают, что тебя отдали под суд. Синерь. Старик каларĕ, тет: эй, кин, эсĕ тĕлĕкри пурăнăçа мĕн пĕлен, пустуй, пирĕн аш çук (что ты говоришь о снах, у нас мяса нет), терĕ, тет. || Разбирать, разбираться в чем. АПП. † Кунне те, çĕрне те пĕлместĕр çичĕ юта пĕлĕш тăвасшăн. || Догадываться, соображать. Сорм-Вар. Хĕрĕм, эпĕ эсĕ каланине пĕлеймерĕм. N. Эсĕ Хусана кайнă чух ман патна (= пата) кĕрсе тухасса пĕлмен иккен. Орау. Кăшт пĕлимарăм, капларах тумалаччи кăна? N. Хăвăр пĕлсе хăвăр пурăнăр. || Понять. Тогаево. Эпир вăл мĕн каланине пĕлмерĕмĕр. Ачач 102. Мĕн пĕлен пысăккисем калаçнине, тесе чарса лартрĕ амăшĕ. Шурăм-п. По-заводски хытланатпăр çав эпир, пирĕнне пĕлеймĕн, тесе калать, тет. || Проучить. Тип-Сирма. Чĕнмесĕр пынă хăни хăй ăшĕнче: тăхта-ха, каç пулсан, эпĕ сана пĕлĕп-ха (я тебя проучу), тесе каларĕ, тет. Рак. † Чăвăш-чăвăш чĕн пушă, пĕлĕпĕр эпир ут çине; кунтан усал пулсассăн, пĕлĕпĕр эпир евчине. || Чуять; чувствовать, осязать. Якейк. Эпĕр ĕнер нимне пĕлми ĕçнĕ. Мы вчера напились до бесчувствия. Хăр. Паль. 21. Пĕрре вăл, Ваçук, пĕлмиех ĕçсе ӳсĕрĕлнĕ. Хора-к. † Çак ял вăрмань çырлаллă; çакă ялăн хĕрĕсен, çырла ăшшăнь (= тюрк. ӳчӳн, из-за) çӳресе... Çĕнтерчĕ 6. Эпĕ кăчăртатнине пĕлместĕп. Янтик. Темĕскерле ал ман, хăй çине хĕртнĕ тимĕр хурсан та пĕлмест. П. Патт. 21. Ку ним пĕлмиччен хĕпĕртесе кайнă. N. Урана та пĕлекен пултăм. Стал чувствовать, что у меня есть нога. ЧС. Эпĕ пĕр юман котне лартăм та, йĕме те пĕлместĕп, хам хытса кайнă. N. Тулта çӳренĕ чухне вăсем (дети) хырăм выçнине те пĕлмеççĕ. || Обонять. Янтик. Ну, кунта пит шăрш килет. — Çук, эп кунта ним шăрш та пĕлмесп (или: мана ним шăрш килмес-çке). IЬ. Малтан килсенех темскер шăрши пур пекчĕ сирĕн патăрта, халь, те иленнĕрен, сăмса ним те пĕлмес, те ахаль пĕлми пулчĕ. || Предвидеть. N. † Урхамахсем сĕлĕ çияççĕ, шăлĕсем шанасса пĕлмеççĕ (не знают, что набьют оскомину). || Обращать внимание. Тим.-к. Çиленнине мĕн пĕлен, что обращать внимание на то, что сердится. || Употребл. в чувашизмах. Сред. Юм. Сан çиç пôль ача, пĕлнĕ хăй ачипе, тем тăваттăм пôль эп сан ачупа. IЬ. Пĕлнĕ пĕр хăй аппăшĕпе. СПВВ. Х. Пĕле пĕлсен апла тумăттăм. Уфим. Е хăйсем курсан, мĕн тăва пĕлĕн? А что ты будешь делать, если они тебя увидят? Юрк. Пур япалисене («добро») те тиесе пĕтерсен, пӳртрисем те туй халăхĕсене валли пăтă пĕçерсе, сĕтел çине лартса, туй халăхĕсене тăраначчен çитерсе, пит хытă ĕçтерессе пĕлеççĕ (знай угощают, знай напаивают). IЬ. Сиессе кăна пĕл! Знай себе ешь! IЬ. Çук çын хăйĕн начар лашипе суха сухалат. Лаши, вăйсăрскер, сухине кăшт туртсанах, ялан чарăнасса пĕлет (только и знает, что останавливается; то и дело останавливается). IЬ. Мĕшĕн эсĕ япла-капла куллен-кун эрех ĕçсе ӳсĕр çӳретĕн? Епле пĕртте чарăна пĕлместĕн? (Как это ты не можешь бросить пить?). СТИК. Киличчен — килмес, килсен — туха пĕлмес. (Куç умĕнчен кая пĕлмерĕ). Эти фразы выражают недовольство говорящего тем, что кто-то постоянно вертится на глазах или надоедает постоянными посещениями. IЬ. Начар çын тытăнсан, ĕç пула пĕлмес. Если примется за дело плохой человек, то дело не идет на лад. N. Мĕн тăва пĕлес манн? Что мне делать? Янш.-Норв. Çавăнтан кайран çав Селуха карчăк пичче патне мар, ахаль чухне те килесси-тăвасси пулмарĕ, унччен пирĕн патăртан тухма та пĕлмесчĕ (безвыходно жила у нас). М. Шигаево. Пирĕн вăрман питĕ пысăк: кĕрсе кайсассăн, çĕтсе каймала, тохма та пĕлес çок (и не выберешься из него). N. Эс кайсан, ман ни ана çинче тăрас килмес, ни каç пула пĕлмес (ждешь, не дождешься, когда настанет вечер). N. Ку лачака пĕртте типе пĕлмерĕ. Это болото так и не высыхало? Сред. Юм. Çăмăр иртсе кая пĕлмерĕ паян. Сегодня весь день не перестает дождь. IЬ. Пукени пик пуçтарса яр сана, ху ним те тăва пĕлместĕн! Наряжай тебя, как куколку, сама ничего не умеешь делать! N. Пĕле пĕлсен, çаврака ухмахĕ эпĕ марччĕ: вĕсем хăйсем нимĕскер те пĕлмеççĕ. N. Ылттăн мерчен çĕррине хăй еркĕнне панине курсан, патша тĕлĕнет; пĕлсен, пĕлми çиленет...

пĕлкеле

учащ. ф. от гл. пĕл. Янш.-Норв. Çавăнпа эпĕ вĕсем унта мĕн-мĕн каласа асăннине (слова моления) пурне те пĕлейместĕп; кăшт паллă сăмахсене анчах пĕлкелетĕп. ТХКА 62. Халь хам та пĕлкелетĕп тутарла, пăртак чухлатăп.

пĕр

(пэ̆р), один. Сёт-к. Пĕр пукане хĕрĕх хут кĕпе тăхăнать. (Купăста). N. Пĕр кун каймалăх çĕр пулсан, çичĕ кунлăх çăкăр ил, тенĕ. (Послов.). Икково. Мана çак пĕр сорăха (эту одну овцу) пачĕç. КС. Пĕр çăварти çăккăра çиса пурăнтăмăр. (Так говорят о дружной жизни). Орау. Вăсам пĕр çăвартан çăккăр çиса пурăнаççĕ (живут дружно), тиççĕ. Альш. Пĕр вырăнта тăра пĕлмен çын, бойкий, непоседа. Регули 603. Пĕр сăхман поставран ĕçленине (тунине) патăм. IЬ. 916. Пĕр румккă (þумккă эреке) патăм она. Образцы. Пĕрчĕ-пĕрчĕ мерченне пĕр пус парса суйларăм: Изамб. Т. Акă тырă пулманни пĕр хĕн (одна беда), вăрман инçи тата хĕн (опять беда). В. С. Разум. КЧП. Эпĕ пĕр пашалу илсе тухрăм. Я вынес одну лепешку. Альш. † Вуникĕ хĕр, пĕр купăс (скрипка), янăра-çке пĕр сасă (в один голос). Сред. Юм. Пĕр çăварлăх çăкăр, маленький кусок хлеба. IЬ. Пĕр ала (сито, решето) алларăм тессине: пĕр аллăм алларăм, теççĕ. || Один (а не несколько). Собр. Тырă вырса пĕтерсен, ват карчăксем пур çурлана пĕр çĕре тытса, пуç урлă утаççĕ. N. † Вăрмана кайрăм — каç турăм, вуникĕ çулçа пĕр турăм. Орау. Симун вăл Куçмипе пĕр амаранни (от одной матери) вăт. Ст. Шаймурз. † Çырайĕ-ши турă, çыраймĕ-ши, пĕр минтер çине пуçа хумашкăн. N. Ку кĕллисене пĕтерсессĕн, вара пур кĕллине те пĕр çĕре тăваççĕ, вăсене вара кăвакалпа тăваççĕ. N. Пĕр кутăм, пĕр пуçăм. Я одинок (мне тужить не о чем). Сред. Юм. Пĕр пуç, пĕр кот, ниçта кайсан та никам канçĕрлемес. Одинок, куда ни пойду, никто не помешает. N. Пĕр вуннăшне парăр. Дайте мне одну десятишницу (10 руб.). Другой смысл: дайте мне рублей десять, рублей с десять. N. Ултă утăмран пĕр, на каждых пяти саженях. || Один из двух. N. Пĕр çтенаран тепĕр çтенана çитичченех хăма хунă, хăми пуçĕсем кĕмелĕх ыра тунă. || Одна вещь. Календ. 1904. Вăл пĕр пур — хамăр ĕçлеме пĕлменни, пурăнма пĕлменни – тепĕре. Это одно, а... || Один раз, разок. Альш. † Пĕр çӳле пăх, çĕре пăх: савсан пирĕн çие пăх. N. Пĕр çапăп та, пĕр ӳкерĕп. Дам раз и сразу сшибу с ног! (Угроза). N. Ача ку карчăка каланă: мĕн ĕçлен мăн акка? тет. Ку карчăк калат: апла каламан пулсан, пĕр хыпăтăм, пĕр çăтăтăм (сразу схватила бы ртом и сразу бы проглотила), тет. N. Е салам-аликĕм, асанне, темен пулсан, пĕр çăтăтăм, пĕр хыпăтăм (говорит старуха). N. Эсĕ мана авантарах хулă пар-ха, эпĕ ăна пĕр хĕртем (постегаю). N. † Атьăр, тăвансем, эпир те аллăмăра хут тытар та, хут вулар, çанталăк çуттине пĕр (разок, хоть немножко) курар. Пазух. † Шĕшкĕ вутти хутар-и, пĕр (еще разок) ăшăнса ларар-и? (Вставка; приглашает погреться: с удовольствием погреемся). Рак. † Хĕрлĕ чие ларат хĕрелсе, каçса пĕр татăттăм (разок), каçми çук. || Некий (иногда соответствует неопред. члену). Рак. Çав пӳртре пĕр чипер. (Турăш). В этой избе нечто красивое. (Икона). Собр. Пĕр япала (некая вещь) пĕтĕм япалана тиркемест, пĕр шĕвĕ япалана тиркет. (Кăвар). Урмой. Ивансем киле тавăраннă чух, пĕр хăйă çути курăнат, тет (увидали свет в избе). Изамб. Т. Пĕр вырсарникун, однажды, в воскресный день. Орау. Пур пирн пĕр ял йытти, çавна çиса ларап-ха, ĕнертенпе те киле килмер ĕнт (говорит жена о муже). IЬ. Пĕр мурĕ (один чорт, напр. жена ругает мужа) паян киле те килсе пернмерĕ ĕнт. || Выражает противоположность. Якейк. Пĕри пĕр япалая (один любит одно), тепри тепĕр япалая йоратать. || Раз (союз). Орау. Пĕр çынтан тепĕр çынна ленксен, час тупаймастăн вăл япалана, пĕр парса ярсан. N. Вилнĕ çыннăн, хăй пĕр лăпланнăскерĕн (раз он умер), асăмлăхĕ те лăплантăр. N. Пĕр килнĕ чухне курса тухас. Раз пришел, так уж кстати надо зайти и повидаться. Юрк. Санăн ĕçме кирлĕ марччĕ, пăрахас пулатчĕ. Ачу-пăчусем нумай, арăму пур, пĕр шухăшласан (если серьезно обдумать), манăн ăсăмпа пулсан, эсĕ кăлăхах эçетĕн. N. Пĕр вĕреннĕ япала хăй енеллех туртать. К чему (раз) привык, к тому и тянет. Кильд. Эпир час килес çук пĕр кайсассăн. Раз пойдешь, так придешь нескоро. Значенне чув. «пĕр» с русск. «раз» одинаковое. Мусир. † Çинçе çырма, юхăм шыв, сиксе каçса пулмарĕ, пĕр турă-ях çырнинчен иртсе кайса пулмарĕ. (Здесь возможно двоякое толкование: или «пĕр» песенная вставка, или же оно употреблено в смысле «раз»). Орау. Лашана пĕр куçран çухатсан (если уж потеряешь), тупаймастăн вара унта. АПП. † Çӳренĕ пĕр чухне (пока гуляешь) юрласа çӳре. || Случайно. Шурăм-п. Пĕр ăçтан та пулин укçа тупсассăн, ана ĕçсе пĕтермесĕр лăпланмаççĕ. | Целый. Орау. Ман кумпек (= кун пек) юрăсем пĕр тетрать. У меня этаких песен целая тетрадь. IЬ. Сĕт нуммай, пĕр чӳлмек. Пĕр чӳлмек сĕт исе килчĕ. Икĕ чӳлмек сĕт (целых две крынки молока) исе килчĕ. Сёт-к. † Ĕлĕкхи тантăш çор çона, эпĕр хамăр пĕр çона. (Çăварни юрри). СТИК. Пĕр арпус пуçтарса хутăм-ха. Съел один арбуз (в др. гов. — «съел целый арбуз»). N. Пĕр ĕмĕр порнчĕ. Пробыл где-нибудь очень долго, хотя обещал скоро вернуться. N. Çак пĕр уйăх хушшинче ерçӳсĕр пулса нимпе те писме (= çыру) çыраймарăм. Çутт. 81. Ниçта пусма вырăн çукчĕ. Ура пĕр шит (на целую четверть) путатчĕ. || Единый. Т. V. 29. || Единодушный, согласный. Ст. Ганьк. † Ик килĕнтеш пĕр пусан, кил илемне çав кӳрет. (Пĕр пусан = килĕшӳлĕ, вăрçмасăр пурăнсан). || Один только, единственный (каких больше нет), самый первейший. Юрк. Хăйсем ялĕнче пĕр пуян пулса пурăннă (единственный, первейший богач). N. Тата калаççĕ: пĕр ĕнее те каснана илеççĕ, тесе. N. Тата хăшĕ-хăшĕ чăпăркка-туясем илчĕç те, суха-пуçне тавăрса пĕр аçапа амаран пĕрех хĕр çуралнă хĕре тыттарчĕç. N. Тата пĕр ывăлсана хуса карĕç. Орау. Пĕр ывăл ачаш пулать вăл. Собр. † Плуштух кленчи халь аллăмра, савнă пĕр тăванăм умăмра. Ст. Шаймурз. † Ĕнтĕ пĕр тăванăмсем, пĕр чунăмсем, сирĕнпеле пĕрле пурăннине ĕмĕр манмăп тенĕ çĕрсем пур. Алших. Пĕр пуçран икĕ пуçлă тăвас, терĕ, икĕ куçран тăватă куç тăвас, терĕ (вздумал жениться). N. † Ялта пĕр (первейшая) хĕр пулăттăм, ăратнерен тухмăттăм (все время была бы в кругу своих родных). Сред. Юм. Уçса пăхать, тет, виççĕ-мĕш пӳлĕмне — ларать, тет, тĕнчере пĕр илемлĕ хĕр сăнчăрта. Ск. и пред. 13. Унăн ашшĕ Уланки ял пуçĕ те, пĕр пуян, паттăрăн пек кĕлетки çӳренĕ, тет, пĕр капан (как целый стог). N. † Сар кăшăллă витре — пĕр витре (первейшее ведро): кĕтейĕ-ши пире пĕр хитре? N. Алăксене тапрăм — уçăлчĕ, шыв çинчи пĕр (количество) чечек (единственный, или же песенная вставка) çутăлчĕ. Кан. Пĕчĕкçĕ пĕр кантăксене пăрахса, алăк пек пысăк кантăксем касаççĕ. Перестали делать в избах по одному оконцу, начали вырубать большие окна, величиною с дверь. Шарбаш. Ай, пичи Михали, пĕр арăмпе мухтанать! (хвалится одной женой, кроме которой у него ничего нет; по другому толкованию — постоянно хвалится). N. Пĕр ывăла (единственного сына) та илмелле (в солдаты). Рак. И эпирччĕ, эпирччĕ, эпир вуниккĕн пĕр хĕрччĕ; пĕр хăма çине пухăнтăмăр, çутăличчен салантăмăр. (Çăлтăр. Одни объясняют: «нас было двенадцать, и все мы были девицы»; другие понимают в смысле: «нас было двенадцать, и все мы составляли созвездие». Послед. толкование сомн.). Ала 95°. Пĕр кăшкар-ути çисен те (хотя питался лишь одним щавелем)... || Единственно (только). Сред. Юм. Ыттисем — ывăлсĕм, хĕр пĕр эп çиç. Остальные все братья, и одна лишь я — сестра. Ала 95°. Хирте вара вăл пĕр пăрçа çикелесе вăхăтне иртеркелесе анчах çӳренĕ. Альш. Кĕвĕсене каланă чух, сăмахĕсене кашни çĕрех пĕр пĕлнисене калаççĕ: хăшĕ аса килет, хăшне вăхăтне кура калама меллĕ, çавна. || В этом смысле иногда соединяется с наречием анчах. Истор. Вырăссем тутарсенчен пĕр парнесем парса анчах хăтăлайман, тата вĕсене çуллен куланай тӳлесе тăмалла пулнă. ППТ. Атьăр часрах! Вĕçсе кайăттăм та пĕр анчах (так!), çунат çук! || Один и тот же. Собр. Çулла та пĕр, хĕлле те пĕр. (Чăрăш). Артюшк. Эпир унпа пĕр ваконта карăмăр (килтĕмĕр). Баран. 192. Шухăшсем пурийĕн те пĕре килнĕ. || То (—то). N. Хăй хăранипе пĕр малалла, пĕр каялла пăхкаласа пырат, тет. Микушк. Пĕр пуççапат, пĕр тăрат. (Тараса). N. Вĕсем çак тĕлĕнмелле ĕçрен пĕр хăраса, пĕр савăнса çав çĕре иккĕшĕ пĕрле ирттернĕ: N. † Шурă хĕлĕхрен вĕрен яваççĕ: ĕнтĕ пĕр яваççĕ, пĕр сӳтеççĕ. Сборн. по мед. Вăл чир ерри-еррипе арасланать: пĕр йывăрланса, пĕр çăмăлланса темиçе çула пырать. Ёрдово. † Пиçнĕ çырла сăнăм пор: пĕр хоралать-и, пĕр шоралать-и, той илемне çав кӳрет. || Приблизительно. N. Пĕр вунулт-вунçич çулхи хĕрачесем, арçын ачасем... Юрк. Мĕн пурĕ пĕр аллă кĕнеке ытла. N. Ăна уншăн пĕр çирĕм пилĕк çăмарта параççĕ. Ст. Айб. Тата пĕр çĕр тенкĕ пар-ха тырă илме. N. Хăйсене пĕр вунăшар е çирĕмшер пус парсан, тин чармаççĕ. N. Вĕсем каллех çапла пĕрер вунăшар е çирĕмшер пус илсен, часах салтса параççĕ (веревку). О сохр. здор. Пĕр виç кун хушши, в течение трех дней. || Настоящий. N. Çуртра пĕр арçын анчах, вăл та пулин хулара тарçăра пурăнать. Çиме çитменни пĕр инкек. || Одинаковый; одинаково. N. Çынпа çын пĕр мар. Ст. Шаймурз. Манăн пӳрт пур, унăн кĕтессисем пĕр мар. (Вăл пулĕ алă пурнисем). Ст. Айб. Ĕмĕр пĕр килмест, теççĕ. Жизнь течет не гладко. (Послов.). Образцы. Ай-хай уйăх та пĕр, хĕвел те пĕр, вĕсен çутти мĕншĕн тĕрлĕ-ши? IЬ. Тăван эсĕ те пĕр, эпĕ те пĕр (мы с тобой одинаковы), пирĕн телей мĕншĕн тĕрлĕ-ши? IЬ. Улăм ури улт ура, улттăшĕ те пĕр ура (одинаковые). IЬ. Икĕшин сасси пĕр килет. Оба (журавль и журавлиха) кричат враз. Кама 52. Пуринчен те пĕр илме май килмест, мĕншĕн тесен пурин те пурлăхĕ пĕр пек мар. N. Саншăн пур çын та пĕрех. Для тебя все люди одинаковы. N. Кам чунĕ сан чунпа пĕр килет. || Каждый. N. Илтекенĕ пĕр ырăлатчĕ мана, кураканĕ пĕр мухтатчĕ. Юрк. Ăна курнă пĕр çын: ун пек ачасем пурăнмаççĕ, теççĕ. Ст. Чек. Кама хисеп (счёт) çитнине пĕр çапаççĕ. СВТ. Пĕчĕк ачасем, хулĕсене касман пулсан, шатра чирĕпе чирлесессĕн, чирлени пĕр (каждый, кто) вилеççĕ. IЬ. Хулне кассассăн кайран ачанăн кĕпине кунне пĕр (ежедневно) улăштарма кирлĕ. Альш. † Калаçнă пĕр сăмахсем вырăнлă пулсан, шет (может быть) калаçса пулмĕ-ши сăмах-сене? Бур. Ай-хай, тăванăмсем, пĕр чунăмсем, сирĕн пĕр сăмахăрсем (каждое ваше слово) пин ылттăн. Истор. Мĕн куçа курăнакан çынна пĕр чиксе пăрахнă. Туй. Хĕрĕ (невеста) те кама хирĕç пулать, кураканне пĕр асăнса йĕрет. Кого ни увидит, того и называет по имени и плачет. || Всё. N. Лаша пĕртте çăтмас, янине пĕр (все влитое) юхтарса кăларать (лекарство). || В одинаковом количестве. Эпир. çур. çĕршыв 23. Арçынпа хĕрарăм пирĕн вулăсра пĕр йышлах (в равном количестве). || Постоянно. N. Çап-çутă хĕвел пăхать: ăшă парса савăнса, йăл-йăл кулса пĕр тăрать. Ст. Шаймурз. † Çак тăвансемпе пĕр тăрсан, сисмĕп эп ĕмĕр иртнине. || Никакой. N. Санăн патшалăхунта пĕр сылăм та, пĕр çăмăр та çумĕ. Ашшĕ-амăшĕ. Кил-çурта пăхса тăма пĕр вăй та çук ĕнтĕ (совсем нет сил). Никит. Выльăхсем валли пĕр апат та (никакого корма) юлмарĕ (в засуху). || В отрицат. оборотах: ничего не ..., вовсе не ..., совершенно не... N. Урапа çинчен тепле аннă, хам пĕр (ничего) пĕлместĕп, тет. N. Асран пĕр кайми хĕрсем. N. Пĕр йор та çок. N. Авă саранча, шăрчăк, хăш-хăш çул тырра пĕр хăвармиччен çисе ярать. СТИК. Пĕр сасă-чĕвĕсĕрех епле каян унта. Как пойдешь без зову (на свадьбу). N. † Пĕр çук çĕртен (без всякого основания) çын çисен, çав çунтарать чĕрене. N. † Пичен йăмăк полаччен, хăрăк тонката полас мĕн, пĕр чĕнмесĕр (молча, без звука) ларас мĕн. (Хĕр йĕрри). Пахча çим. 3. Унта пĕр çил çуккипе хĕвелпе пахча çимĕçĕ пĕтсе ларать (погибают). Юрк. Леш, çывăрса лараканскер, ку мĕн каланине илтмесĕр, пĕр чĕнмесĕр çывăрса ларат. Толст. Çапла йытă пĕр нимĕнсĕрех тăрса юлчĕ (осталась ни с чем), тет. ХЛБ. Анчах ĕçе пит тĕплĕ, пĕр васкамасăр (нисколько не торопясь) тăвас пулать. Дик. леб. 34. Унăн сăнĕ, ĕлĕк илемлĕскер, халĕ хуп-хура, пĕр илемсĕр. Кильд. † Пĕр (ни разу) анмăтăм эпĕ шыв хĕрне, юрататăп шывăн сассине. Баран. 122. Пĕр кирлĕ мар чух, когда нет никакой надобности. || Какой-то. Ск. и пред. 46. Çурса пĕтернĕ кĕпи вырăнне пĕр хураскерне тăхăнса та янă. Якейк., Хора-к. † Пирн Йăванĕ туракĕ ял ятне те каламаþ, хĕр ятне те каламар, вырăс ялĕ поль тесе, маþа хĕрĕ поль тесе, пĕр хораскер-лотраскер, çак ял хăтне ярнăскер, пирн ял хăтне кӳрес çок. Орау. Пĕр тутаþ (т. е. тутарĕ) тем хăтланать унта, пăх-ха. IЬ. Пĕр мурĕ кунта епретсе хăварнă (испражнился жидким). || Какой-нибудь. Орау. Пĕр усалĕ çаклатса туртин (турδиын')!.. А вдруг, если какой-нибудь негодяй зацепит и отдернет задвижку!.. N. Килте пĕр япалине пăхсан та савăнмалли çук. || Во-первых. Ашшĕ-амăшĕ. Пĕр, вăл ĕнер, вырăнсăр сăмахсем калаçнăшăн, ӳкĕннĕ, ытларах тата Лисахвине вăл (он) хĕрĕнкĕ чухне чĕрене çемçетмелле сăмахсем каламаншĕн çиленнĕ. || С одной стороны. Изамб. Т. Çитменни пĕр хуплат, тата кин: ĕçлеместĕн, тесе, пĕр вăрçат. || Иногда употребл. в смысле «замечательно». Орау. || Иногда является как бы вставкой и не переводится. П. Пинерь. † Вăрман хĕрри каюлă, пĕр ярса утсем транас çук. Кильд. † Пĕр çавăрса илсе пĕр юрлăтăм. Н. Карм. † Кăçалхи пĕр ута, ай, çуласси; çулассинчен питĕрех пухасси. Çак тăвансене пĕр курасси; курассинчен питĕрех уйрăласси. Шибач. † Лаши пĕр йортать, поçне пĕр утать, вăрăм пĕр çолне çитесшĕн. N. † Ах, аннеçĕм, анне, пĕр çуратрăн, ӳстертĕн, пама вырăн тупмарăн. Турх. Ăшра мĕн пуррине каласассăн, пĕр хурланнă чунăм пĕр ĕсĕклĕ (будет всхлипывать). АПП. Ямшăксенĕн пуши — вăрăм пушă, пĕр çавăрса çапасси час пулмасть. Баран. 54. Çитнĕ ялта пĕр Тарас çавăн пек пумилкке туса хăварнă. IЬ. 130. Хăш та хăш чул ытла та нумай пулать; пĕр хăйсенченех тусем, сăртсем пулса тăраççĕ. Абыз. † Килях та пĕр, ывлăм, темерĕ (дуб). N. † Вуник пĕр юман пĕр кутра, турачсемĕр хăй майлă, çулчисемĕр çил майлă. Сунчел. † Кашăк аврисене сăрлама вуниккĕ пĕр мăскал сăр кирлĕ. N. Кĕмĕлтен çĕрĕ хывтартăм, вуникĕ пĕр кĕмĕл укçаран. Образцы 59. Курки аврисене сăр сарлама вуникĕ пĕр тĕслĕ сăр кирлĕ (12 разных красок). N. † Хурăн пĕр айĕнче ик сулă: пĕри ылттăн, пĕри кĕмĕл. Альш. Хамăр пуçа шухăшсем ӳксессĕн, авăнтăмăр хура çĕлен пек, хуçăлтăмăр çĕмĕрт пĕр туя пек. IЬ. Аврăлă куркан аври ылттăн, çавра пĕр куркан тĕпĕ ылттăн. (Здесь можно понять и в см. «единственный»). N. Вуникĕ чĕкеç пĕр кашта (заняли весь шест), юрласа пĕр юрри пĕтмерĕ. Пазух. Сĕтелĕрсем çинчи сĕтел çитти, утмăл та пĕр çитмĕл те, ай, çӳçи пур. Шел. 7. Ылттăнăм та çук ман, кĕмĕлĕм çук, пĕр Мускавран килнĕ те мулăм çук. (Можно понять и в смысле: «ни одного»). Юрк. † Эпир çак тăвансемпе пĕрле пусан, калаçса пĕр сăмахăмсем пĕтме-çке. Альш. † Сатраях та çырла пиçет-çке, тĕрлĕрен пĕр курăкпа варшăнса. Собр. † Ларсам, ларсам, тиеççĕ. Хăш-пĕр енчен ларам-ши? (Здесь можно понимать и как «хăш-хăш», который). || Альш. Пĕр шӳтле вăл (одна комедия), хĕри-пăраç ĕçки. || Выражает любовное отношение. С. Тим. † Икĕ пӳртçĕм, пĕр пӳртçĕм, йĕри-тавра тĕкмеçĕм. Тайба-Т. † Ĕнтĕ хирте тăман çăвать-ĕçке, ял хушшисем те пĕр епле-ши? Янтик. Çаранăн та пуçĕ çырлалăх, çырлалăх, лартăр пĕр Питрав çитиччен: Ачач 110. Килте пĕр аннене каласа парап ĕнтĕ, тесе малтанах шутласа хурать. || Вплоть до. N. † Мамăк минтер, тĕк тӳшек: пĕччен ан вырт, иккĕн вырт. Пĕрех пĕччен (в одиночку) выртсассăн, пĕр вилеччен ӳкĕнĕн.

пĕри-пĕри

одни из них, некоторые. НИП. Пĕри-пĕри пĕр кĕтӳ выльăх усранă вĕсем.

пăри то пĕри

каждый из них. Иванова. Вара вĕсем пĕри те пĕри: айта чупар çавăнта, тесе, кăшкăра пуçларĕç. Актай. Шăлăмсем çавна курсан, пĕри те пĕри: эпĕ илетĕп, тесе чупма тытăнчĕç.

пĕр варлă

находящийся в близких отношениях. Шел. П. 19. Халь ĕнтĕ вăл хастарлă: пирĕнпеле пĕр варлă. N. Вĕсем пĕр варлă пурăнаççĕ.

пĕрлеш

соединиться, сойтись. Орау. Упăшки вилсен, вĕсем каллех пĕрлешнĕ. Кан. Виçĕ урам пĕрлешнĕ тĕле тухнă çĕре, тепĕр хут чĕтретсе пăрахрĕ. Альш. Хăнисене ăсатсан, кӳршĕ-аршипе ĕçет пĕрлеше — пĕрлеше. N. Ку пирĕнпе пĕрлешсе вăрçакан салтаксем. Это наши союзники. Торп-к. Касакĕ вара вăсене иккĕш пĕрлешиччен тытма тăрăшать (в игре). Бгтр. Пĕрре сив чирсем пор те пĕрлешнĕ, тет. IЬ. Салтакра çаксем пĕрлешрĕç (встретились), тет, пĕрле ĕçсе-çисе, пĕр-пĕринчен ойăрлма пĕлмесĕр порнаççĕ, тет.

пĕр пек

одинаковый; одинаково, ровно. Нижар. † Йăвăç çине пăхрăм та, йăвăç тăрри пĕр пек мар; халăх çине пăхрăм та, манăн пуçăм пĕр пек мар. Ачач 72. Уçăпшăн та пурнăç пĕр пек килмен. Сахал пурăнсах нумай курмалла пулнă. N. Тата унта пĕр пекки пур-и? Есть ли еще такой же? ЧП. Сассăмăр пĕр пек тухачке (= тухать-çке). IЬ. Çулçи пĕр пек (одинаково) сарăлать-ĕçке (хурăнăн). Регули 518. Ку пĕр пекех полать. IЬ. 972. Иккĕ пĕр пек лаша топимарăм. IЬ. 973. Кусам иккĕш пĕр пекех. IЬ. 974. Пĕр пек прешкел çитĕнеççĕ. Микушк. Тăваттăн, пĕр пекĕскерсем, вăрăм çĕçĕсемпе пычĕç, тет. Пухтел. Пĕр пекех вĕсем. Оба эти выражения имеют одинаковый смысл. Календ. 1910. Пĕр пек харăс çитĕнекен яланах аван пулать, ăна суккăр та пĕлет. Цив. † Тантăш пĕр пек ӳснĕ чух сивĕ куçпа ан пăхăр. Орау. Ватăлни-туни палли çук, çапла пĕр пек пурăнать. N. Паллă ĕнтĕ пĕр пекрех, вăтамрах вăрлăха пĕтĕммĕн акса тăнинчен ырри çук. || В одинаковом количестве. Скотолеч. 21. «Летучая мазь» тиекен эмелпе скипидара пĕр пек ярса хутăштарас пулать. ЧС. Унтан кайран çăмартисене пĕр пек валеçеççĕ те, çавăнтах çисе килĕсене тавăрăнаççĕ. Арзад. 1908, 24. Улт сурăха икĕ картана пĕр пекшер хупнă (поровну). IЬ. Вĕренекен ача 10 листа хутран пĕр пекшер икĕ кĕнеке çĕленĕ. || Все равно. В. С Разум. КЧП. Эсĕ хуралçăран та хăрамастăн-и мĕн, пĕр пек палуми вăрлама каятăн?

пĕçлĕ

со штаниной. ТХКА 69. Вĕсем шалавар çĕлеме пĕлмен, —чĕркуççи таран анчах, кĕске çĕленĕ. Анне çĕленĕ йĕмсем пек вăрăм пĕçлĕ мар. См. пĕçĕлĕ.

пĕçерт

(пэ̆з'эрт), обжечь, обварить. Панклеи. Виç çуринне те тотисене пĕçертсе, çĕмĕрсе пĕтерчĕ (лисица сварила похлебкою губы медвежат). Бгтр. Хĕвел хытă пĕçертсен, çумăр пулать, теççĕ. N. Çуркунне иртерехпе (к концу весны) хĕвел тата хытăрах пĕçертме пуçлать. Ыраш 18. Тĕлĕнтерчĕ ĕнтĕ ку хĕвел паян ыраш пуссинче. Ыран пĕçертмеллине те паянах пĕçертсе пĕтересшĕн пулас. Кумарка. Çуркунне хĕвел хытă пĕçертет. N. Унтан пăртак тăрсанах (скоро) хай çĕлен виçĕ çухрăмранах пĕçертсе киле пуçларĕ (опаляя дыханием), тет. Кан. Шывĕ вĕри пулнă. Ачана йăлт пĕçертое янă (обварили). Шор-к. Ман таçта кайсан та телейăм полас çок. Кăмака çинче ларсан та котăма пĕçертсе ярассăн туйăнать. Шашкар. Ора пĕçертме тапратþă (-р'ы̆; так говор. при особом ощущении, когда не знаешь, горят ноги или зябнут). Якейк. Кон çамки хыт пĕçертет. У него голова горячая (с ним жар). Шибач. Çĕркаç мана пĕçертсе пăрахрĕ (жар. У КС. Çĕрĕк-каç мана вĕрилатса пăрахрĕ). М. Васильев. Ай-ай, йоман кăларма... Пĕтĕм ăша пĕçертрĕм. || Жечь. (о крапиве). Якейк. Вĕтрен алла пĕçертет хĕвел пĕçертет, вот пĕçертет. М.-Чолл. Вĕлтĕрен урасене пĕçертет. || Бить. Орау. Такшин ачисене мучи пахчинчен пĕçертсе кăларса ячĕ. Кама 36. (4—5 хĕрарăм кăшкăрса пырса кĕреççĕ). Савсем (коштаны) иккĕш яла пăтратаççĕ, вĕсене шăлĕсене пĕçертмелле. N. Вĕсем (казаки) ăна хытă пĕçертнĕ. || Заставить краснеть. Сред. Юм. Ашшĕ-амăш питне пĕçертет çав. Срамит отца и мать. (Распространил о себе дурную славу, за что родители стыдятся людей).

пĕçмех

угол. Изамб. Т. Пӳрт пĕçмехĕ, угол избы. Б. Олг. Туат улне туат пĕçмехе тăпрашне (= тăпра ăшне) алтса лартнă. СПВВ. ФИ. Пĕçмех — хуралтă кĕтесси. N. Упăти: мана вĕлересшĕн иккен вĕсем, тесе, хăранипе пӳрт пĕçмехне çĕклесе вăрманалла ярăна панă. Трхбл. Пĕçмех, угол строения снаружи. || Уголок, глушь. Моркар. || Покрывало невесты на свадьбе.

пĕт

(пэ̆т), кончиться, закончиться. Шел. 108. Каласа пĕтет-и халĕ, пичче? Регули 1224. Ку эрне пĕтнĕ çĕре килет. Приедет к концу этой недели. Кан. Сăра савăчĕ октябĕр уйăхĕ пĕтнĕ çĕрелле ĕçлеме те пуçлать. Юрк. Ирхи çилпелен, каçхи сулхăнпалан тунă-пĕтнĕ çĕршыва çитесчĕ. N. Чернушка пĕтес çĕрте пĕр арман пĕви пур. || Приходить к концу N. Ĕçме-çиме пĕтсе килет ĕнтĕ. Изамб. Т. Ыраш çиме пĕтсен, эпĕ Илчене ыраш кайса шырама хушрăм. N. † Улăхрăм çӳлĕ ту çине, çапрăм-салатрăм чăн мерчен, пуçтартăм-пуçтартăм-пĕтмерĕ, çип çине тиртĕм — çитмерĕ. || Выходить, выйти в расход. Альш. Ара хай ватă шуйттан пĕççи пĕтнĕ-и мĕн сирĕн (разве уже вся вышла)? Якейк. Сакă яла килмесĕр сана валли хĕр пĕтни? Торай-к. † И, вупкăн кĕрӳшĕ, çак таранччен килмесен, сана вали хĕр пĕтри. Икково. † Манран савни сивĕнчĕ, сар ача пĕтнĕн тойăнчĕ. (Гов. девица). Чураль-к. Кăмака çинчи сарă çыв (= çăв) ирлимас-çке, пĕтимас-çке хамăр ялти сар варлийĕ мансăр пурнăç пурнимас-çке. || Высохнуть. N. Ĕç çинче Герасимовкă çыннисем пуссисенче шыв пĕтех пуçларĕ. || Очищаться. О сохр. здор. Тирĕнчен (шкура) чир кайран та час пĕтмест. IЬ. Кирек мĕнле ерекен чир те тумтир çумăнчен пĕтет вара. || Исчезнуть из вида, пропасть. N. Çаксем ачасене курсан, тăруках пĕтсе ларчĕç (исчезли из вида, пропали), тет. || Орау. Темскер сасă пĕтрĕ-ха. Кан. Анчах ярт-ярт вăййи пĕтмеллипех пĕтрĕ, тесе, кулянмалли çук. Ишек. Вара вăл çыннăн пӳрчĕ ахалех пĕтнĕ вара. || Погибнуть. Кан. Ку ача-пăчапа пĕтес пулать, тырă вырма та чарать. Баран. 47. Тата кăшт тăнă пулсан, пĕтнĕччĕ ĕнтĕ (я погиб бы). N. Палуми пĕтрĕ. Яблоки (цвет) погибли. N. Тĕнче, мĕншĕн пĕтми пек мăн кăмăллă тăратăн? Истор. Çывăхри халăх, Дон патĕнче вăрçнă чух, пит пĕтнĕ те, çавăнпа çывăхран пуçтарма туман. Альш. Эй, пĕтнĕ чун, çаплах вăрçасшăн. Шăна чир. сар. 22. Нумай хуласенче шăнасем пĕтĕмпех пĕтни те пур. Юрк. Ăна (лошадь): пĕттĕр, тесе, арăмĕ пĕр эрне çитермесĕр, ĕçтермесĕр тăнă. IЬ. Çӳллĕ çĕртен ӳкнĕскер çавăнтах пĕтет. N. Пĕтесскер, пĕтменскер, брань. N. Пĕтеттĕмĕр тăванăм! Мы чуть не погибли. Ст. Чек. Пĕтмест мĕнкĕ те. Не погибнет во век. || Разориться. Коракыш. Пĕр ялта арман пур, вăл арман хуçи чĕнсе (прося милостыню) çӳрет. Вăл арманне пĕвелесе пĕтнĕ (разорился). N. Анчах хресченсем çакна-ăна илмесĕр хăйсене хăйсем пĕтсе пурăнаççĕ. || Износиться. N. Чăн хăмаçран кĕпе çĕлетрĕм, арки-çанни, пĕтмес, мĕн тăвас? Изамб. Т. Ачасен çăпатисем пĕтнĕ-ха, акă пушăт илмелле. || Прийти в негодность. N. † Илтĕм скрипка аллăма, скрипка аври пĕтнĕ мĕн. Регули 746. Ку çĕçĕ пĕтнĕ. || Изводиться. Ст. Айб. † Шыв хĕрринче çӳçе ӳсет-çке, ун айĕнче çырла та, ай, пиçет-çке; ан йĕрсем-е, тантăш, ан пĕтсем-е, пиртен лайăх тата, ай, ӳсет-çке. || В качестве вспомог. глагола. Собр. Ман халăх ăçта кайса пĕтнĕ (куда делся)? Альш. Ахаль те ку енчи çынсем калаçма юратарах параççĕ, çынна курсан, тĕл пулсан, ыйтса, тĕпчесе пĕтеççĕ. П. N. Вĕсем çул çинче асапланса пĕтнĕ (измучились). Баран. 179. Кăмăлне килсех пĕтмен. Ему не совсем нравилась. N. Кĕтӳ хире саланса пĕтнĕ. Çăнăх урайне саланса пĕтнĕ. Çăнăх пĕтĕм урай талккăшĕпе саланса пĕтнĕ. ТХКА 123. Тăвăл хуçнă йăвăçла урлă-пирлĕ тăсăлса ӳксе пĕтнĕ урайне. N. Çук, май мар пире кунта, ку çын та манăн кăмăла кайсах пĕтмест. Собр. Çав арçури вара вăрмантах кăшкăрса пĕтнĕ, тет. КАХ. Пӳртре пурте çывăрса пĕтсен, çав хĕрт-сурт кăмака çинчен анат, тет. N. Кунта тăхăнса килнĕ тумтирĕмсем çĕтĕлсе, татăлса пĕтрĕç, тумтирсĕр темĕн чухлĕ шăнса пĕтеттĕм (мерзла), е шăрăхпа пиçсе пĕтеттĕм. ЧС. Старик апла каласанах, ачасем пурте кайса пĕтрĕç. Ск. и пред. 9. Тырă выраççĕ юрласа, пĕтрĕ карчăк ывăнса. Шурăм-п. Çынсем ирех кайса пĕтнĕ. М. Васильев. Пĕртак тăрсан, çăмăр çумасăрах çанталăк уяртса каять, вĕсен та ани сохаласа пĕтет. ППТ. Çапла вара мĕн тăвассисене пурне те туса хытланса пĕтеççĕ те (кончают. Сĕрен). IЬ. Хăш çулне шалт чараймаççĕ: выльăхсем пăркаланса пĕтеççĕ. М. Сунч. Çула мĕне кайсан, улма йăтса пыракан çынсенчен иртсе пĕтмелле марччĕ. N. Унтан, пурте çăвăнса пĕтсен, хываççĕ. Ал. цв. 5. Нихçан лашапа та, çуран та витĕр тухса пĕтмелле мар, хура вăрман тăрăх пĕр çаврăнса пăхмасăр пырать. ЧС. Тем тĕрлĕ асса пĕтрĕр пулĕ çав унта (вы там, чай, всячески озорничали, изозорничались), унта асма пĕрте юрамас вĕт: часах лăп-лап çакăнат. Артюшк. Ăна юр çинче йăвалантарнă та, вăл пĕтĕмпех юрланса пĕтнĕ. Шăна чир. сар. 7. Вĕсем çулласенче, шăрăх вăхăтра, этем пурăнакан таврашра вуншар-çĕршер пинĕн вĕçсе çӳреççĕ, пур çĕре те ларса пĕтеççĕ, нăйлатса çӳреççĕ. Истор. Темĕн чухлĕ çын пĕр айăпсăр йĕрсе, макăрса пĕтнĕ. N. Тутарсемпе юнашар пурăнаканнисем тутарсенĕн сăмахсене йышăнса пĕтнĕ. Альш. Пӳрчĕ туса пĕтнĕ-пĕтменех кивелчĕ. Шурăм-п. Халăх питех нумай таварсем кутне выртса пĕтнĕ.

пĕтер

(пэ̆дэр), кончить. N. Çыру пĕтернĕ чух, тĕп кĕнекесем çине: хресченсем çĕр илеççĕ, тесе, çырман. || Прикончить, прихлопнуть, прекратить. Якейк. Вăсам ку ĕçе хопласшăн, пĕтересшĕн. Они хотят потушить дело. N. Эпĕр пурнакан Микула хуçа та начарлана пуçлаþ, ясмăк яшкисем анчах çитарат, ĕçне пĕтерме те шутлат кăçалхи çул. Кан. Аслă сут ачине Шаравтинăв патĕнче усрамалла тăвать. Арăмĕ вилнĕ пирки ĕнепеле кĕлет шырассине пĕтерсе лартать (прекращает). || Истреблять, уничтожать. Ивановка. Халĕ ĕнтĕ вăрмансене пĕтерчĕç, тыр та пулакан пулчĕ. || Погубить. Н. Байгул. Пĕтертĕн эсĕ ман пуçа. Погубил ты меня. N. Вĕсем пире пĕтермесĕр каймаççĕ. || Изругать. КАЯ. Кĕсем тата аттене каласа кăтартсан, атте пĕтерет ĕнтĕ (отец со мною, не знаю, что сделает). ЧС. Аçу пасартан таврăнсан, умма татнăшăн пĕтерет. || Износить. Юрк. † Урам чипер пулсассăн, йĕс таканлă атă тăхăнăтăм; хĕрсем лайăх пулсассăн, хранчус тутăрма пĕтерĕтĕм. Якейк. † Çийăм толли сар кĕрĕк, çия тăхăнса пĕтермесĕр, сар хĕрсенчен уйăрлас марч. N. † Çуна лайăх тиейса, çынтан иртсе чупас мар, çуна тупанне пĕтерес мар. || Издержать, употребить. N. Пылчăкĕсене çуса вунă кĕрепенке супăн пĕтернĕ. || Промотать. Юрк. Чул çурта парсан, вăл ăна та пурĕ-пĕр пĕтерет. || Вылечить. N. Иванпа Якур шатрине пĕтереймерĕм (т. е. не могла вылечить сыпь). || Издеваться, надсмехаться. N. Сайра кăна çыннăн пысăкрах куç пулать те, ăна та пулин ыттисем: лаша куç, тесе, пĕтереç. || N. † Ир те куртăм эп сана, каç та куртăм эп сана, килессу çук эс мана. Мĕшĕн сăмах пĕтертĕн? N. Аппаçăмах çавă пур, çичĕ ютăн ачипе тахçанах сăмах пĕтернĕ. N. Тата савăт хуçисем пĕр канаш пулса хăйсем хунă хакран йӳне сутмалла мар канаш пĕтереççĕ. || Вышить, сшить. N. † Шорă тотăр пĕтертĕм, пăрасни кон çыхас пек. Пазух. Улача кĕпе, йĕтĕн çуха, ан пĕтерсем лутшах, тăхăнаймăп. Бугуль. Французский тутăр (вĕç) пĕтернĕ чух пуçра симĕс тутăр пулминччĕ. Альш. Ватă карчăксем çутăлтарса яраççĕ (форсят в нарядах) çĕнĕ илемлĕ пĕтернĕ сурпансем, илемлĕ пĕтернĕ кĕпесем. IЬ. † Улача чаршав çӳçине шав укапа пĕтернĕ, шурă чаршав çӳçине шурă пурçăнпа пĕтернĕ. Бур. † Шурă шупăр аркине шурă пурçăнпа пĕтернĕ, кăвак шупăр аркине кăвак пурçăнпа пĕтернĕ. N. † Улача кĕпе кам тăхăнмĕ, аркине хăмаçпа пĕтерсен. С. Тим. † Шур тăваткăл тутăр пĕтертĕм, кĕçĕн çăварни кун çыхас пек. Н. Карм. † Ăлăхрăм çӳлĕ ту çине, лартăм шурă чул çине, пурçăн сарă пĕтерме; пурçăн сарă пĕтет пуль, пуçăм сая каять пуль. Якейк. Пыçаххи пĕтерес тени пыçаххи вĕçне çӳçе ярас тени полать. IЬ. Пиртен кĕпе касаççĕ, ĕçлеççĕ, пĕтерсе тăхăнаççĕ. Сред. Юм. Кĕпе пĕтерет-ха ô. Узорчатую рубашку шьет. IЬ. Сорпан пĕтерсе çыхрăм. Сготовил убор и завязал им голову. IЬ. Тотăр-сорпан пĕтерет, припасает вещи, нужные замужним (головной убор). НАК. Кăмăлча илсессĕн кайран, хĕрин ашшĕсем хĕрне валли япаласем пĕтерме таварсем илсе параççĕ. Хĕр вара, япаласем илсе парсассăн, хĕр çумăçсене пухать те, мĕн пур пĕтермелли япалисене пурне те пĕтерттерет. || В качестве вспомог. гл. Изванк. Микул карчăкĕ тата темиçе пинĕ тĕслĕ каласа пĕтерчĕ те, анчах эпĕ унăн сăмахĕсене пĕтĕмпех астуса çитерейместĕп. IЬ. Пĕр çулне пирĕн патра çĕр виçрĕç те, пĕтĕм ял çĕр тавраш туса пĕтерчĕç [все пересовершали (посовершали) «сĕр тавраш»]. М. Сунч. Тата турăш умне тем чухлĕ çурта çутса пĕтернĕччĕ (при изгнании мора). IЬ. Киле ан кĕтĕр тесе (т. е. мур), хапхасене тикĕтпе сĕрсе пĕтеретчĕç. Сёт-к. Утсам панчи ачасань, çурса (= çывăрса) кайсан, орисене салтаç те, çăпата кантрисене тĕвĕллесе пĕтереç вара. Орау. Туса пĕтерсен (савине, по миновании надобности), вуласа пĕтерсен (кĕнекине) кӳрсе пар. Ал. цв. 9. Вăл тумланса çăвăнса пĕтерет те, çак тĕлĕнмелле çĕнĕ ĕçрен ĕнтĕ тĕлĕнмест те. В. С. Разум. КЧП. Ана çинчи çулнă пăрçама уйĕпех çил вĕçтерсе пĕтерчĕ. Кан. Ачана пĕчĕк чухне тем тĕрлĕ кипкесемпе чĕркесе, çыхса пĕтермелле мар. IЬ. Чăвашла кино картин куртăм та, татах курас килсе пĕтерет. Альш. Тутар килне-йышне ырласа пĕтереймес (всячески хвалит татарскую семью): чăваш тутара тус тăвать, хăнана çӳрет. Аттик. Вĕсем тата нумай каласа пĕтереççĕ те, эпĕ анчах вĕсем пек тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлейместĕп. Истор. Хăйне пĕр-пĕр усал ан туччăр, тесе, вĕсене малтан икĕ вут хушшинчен кăларнă, унтан хăйсенĕн кĕлеткисене пуççаптарнă, чĕркуççи çине лартса пĕтернĕ. N. Çапах эпĕ вĕсем каланине малтан пит ĕненсех пĕтермерĕм. N. Çак çурт тавра йывăçсем лартса пĕтерĕр.

пĕтре

(пӧтрэ), назв. кожаного мешка. В. Олг. Разг. С. Мих. 23. Пĕтре; так называли большие кожаные сумы, в которых чуваши вывозили на базар муку. Они были похожи на мехи степных жителей, в которых эти держат кумыс и берут в путь воду. МПП. Пĕтре — чĕнрен кулек вырăнне тунă 4 пăт-кĕрекен тырă хутаççи. Пшкрт. Ĕлĕк авалхи çынсам тырă хумали пĕтре тунăç пошăтран сăрантан. Хорачка. Пĕтре (пӧтрӓ) — чĕнĕн, ĕне тирĕнчен, чĕнтен туса, онта тырă хуаччă, 5 пăт кĕрет, кая кĕрекен те пор (халĕ çок). Сред. Юм. Çĕнçôл çĕрĕ хĕрсĕм кĕлет пĕренине çӳлтен аялалла хăлаçпа виçеççĕ те, çӳлтен пуçласа, кашни пĕренине: пӳлме, пĕтре, мих, тесе, шотлаççĕ Пӳлме тесен, пĕрени шôтласа пĕтсен, хĕре пуян çĕре каять, теççĕ, ыттисем? Орау. Пĕтре — сысна тирĕнчен мишук. Ун çине пыл та, укçа та тултарнă. Сĕвессе ури-хӳрипех сӳнĕ. Истор. Вĕсем (тутарсем) хăйсен япалисене пĕтресем ăшне чиксе çĕленĕ те, лаша хӳрисенчен çыхса каçарнă (через реки). || Куль. СПВВ. Т. Пĕтре — куль тенни пулать. || Ремень. N. Вуник пушăт çăпати пуй çăпата (= пуян çăпата? может быть, искаж. вм. туй çăпати?), кантрисене шак пĕтрепе явайнă.

пĕчĕкçĕ

маленький. Альш. Вăл Этремен пирĕн ĕлĕк пĕчĕкçĕ кăна çырмаччĕ, тет. Альш. Пĕчĕкçĕ чĕлхе, язычек. СТИК. Пĕчĕкçĕрен ачасене амăшĕ кĕпе çĕлесе парат та, кĕпине çĕлесе пĕтерсен, хăй тăхăнтарат та: кĕпи пĕттĕр, пуçĕ юлтăр! тет. N. Вĕсем пĕри пысăк, ыттисем пĕчĕкçĕрен пĕчĕкçĕ (все меньше и меньше), теççĕ. || Малость. Ст. Чек. ССО. Пĕчĕкçĕ çисессĕн, вĕсем пĕр-пĕринпе пурнăç çинчен калаçа пуçланă. Бюрг. Эсĕ пире çапла калакала кăтарт-ха, мĕн те пулса пĕчĕкçĕ вĕренеймĕпĕр-и?

пĕчĕкçĕн

понемногу, потихоньку. ССО. Вĕсем пĕсĕкçĕн-пĕчĕкçĕн шăтăк умĕнчи чула тек турттарнă. N. Пĕчĕкçĕн-пĕчĕкçĕнех.

прошшени

прошение. Шорк. Ск. и пред. 41. Халех прошшени çыртарас пулать. N. Вара вĕсем прошшени çырма канаш тытрĕç. Тогда они решили написать прошение.

ратнелĕ

ратнеллĕ, находящийся в отношениях родства. Трхбл. Эпĕр вĕсемпеле ратнелĕ. Мы с ними в родственных отношениях. N. Вĕсем ратнеллĕ.

аял

(аjал), pars inferior, нижняя часть. Hoc nomen, quod casum nominativura non habet, in aliis tantum casibus usurpatur, qui adverbiorum vicibus funguntur. Это существ. не употребляется в им. пад., другие же падежи его имеют значение наречий. Аяла, in partem aut locum inferiorem, вниз; аялалла, deorsum, по направлению вниз; аялта, in parte aut loco inferiors, внизу; аялтан, ех parte aut loco inferiorе, сназу. КС. Капан тунă чухне аяла ута чăн типпине хураççĕ. Когда мечут стог, то кладут вниз самое сухое сено. Ib. Эп аслăк çине хăпартăм та, юлташа аялалла тĕксе ятăм. Я влез на сушила и столкнул товарища вниз. Альш. Хӳрине аялалла тăснă. Опустила хвост книзу (лисица, от усталости). || Курм. Йытта пĕрене аяла тунă. Бревном придавило собаку. НАК. Выльянă чух хăш ушкăнĕ аяла пулат, унтан е икĕ кил е виçĕ кил туртса илеççĕ. У партии, побежденной в игре, отнимают два или три дома. Истор. Ĕмĕрĕнче вăл таçта-таçта çитсе вăрçнă, хăй пĕрре те аяла пулман. Где он только ни воевал на своем веку, а никогда не был побежден. Якей. Мана аяла тăвашшăн, хăйне çала (= çиеле) кăларашшăн. Хочет меня одолеть (победить, переспорить и пр.). КС. Вĕсем аялта пурăнаççĕ. Они живут внизу (напр., в нижнем этаже). КС. Ытла çӳлтен пăхсассăн, аялта çӳрекен çынсем пĕчеккĕн курăнаççĕ. Если посмотреть с очень большой высоты, то люди, которые ходят внизу, кажутся маленькими. Ib. Çăмăл тĕксем аялтан çӳлелле вĕççĕ хăпараççĕ. Легкие перья взлетают вверх. || Eadem vox nonnunquam adiectivi vim habe. Иногда слово аял имеет значение прилагательного. Аял енĕ, pars inferior, нижняя сторона; аял пуçĕ, extremitas inferior, нижний конец; аял ту, mons minor, низкая гора; аял вĕçĕ, extеmitas iriferior, нижний конец. Рак. Анаткас, тесе, ялăн аял енче ларнăран калаççĕ. Нижняя улица называется так потому, что расположена в нижней части деревни. Изамб. Т. Лашине анин аял пуçне чарчĕçĕ. Поставили лошадь на нижнем конце загона. Раков. Аял ту, аял туран вăта ту, вăта туран çӳлĕ ту, çӳлĕ туран вак хăва, вак хăвара вак кайăк. [Янах, сăмса, çамка, çӳç, пыйтă (scr. пыйту)]. Низкая гора, за низкой горой средняя гора, за средней горой высокая гора, за высокой горой мелкий тальник, в мелком тальнике мелкая дичь. (Загадка: подбородок, нос, лоб, волосы, вши). || A tertio eiusdem nominis casu adj. аялалли (аjалаλλиы) ductuin est, quod sijcnificat deorsum situs. От дат.-вин. пад. того же им. произведено прилагат. аялалли, лежащий по направлению вниз. КС. Унтан аялаллине шыв илет. То, что лежит пониже его, заливается водою. Item a quarto casu adj. аялти (аjалδиы) derivatum est, eadem significatione, atque inferior vel in parte inferiore situs. От местн. пад. того же сущ. происходит прилаг. аялти, находящийся внизу. Черт. Аялти ӳрече, perticae laterales, quibus pars vehiculi superior (capsus) sustinetur, боковые дрожины, на коих лежит кузов экипажа. Аялти кĕлет, cella inferior, нижний этаж клети. Тюрл. Эпĕ, часрах аялти кĕлете кĕрсе, шур кĕпе тăхăна пуçларăм. Я поскорее пошла в нижний этаж клети и стала надевать белую рубашку. || Аялти çанталăк, inferna, подземный мир. Hoc noinen, fabularum proprium, si verbuni pro verbo reddamus, idem significat, atque mundus infenus, cuius incolae reruraque natura eandem fere speciem habent, atque his, in terris. Собран. Çăл патне çитсен, хайхи ачасем: „Илме-тухăр!“ тесе кăшкăрcа каланă. Вара хайхи шыври ăстарик, тухса илсе, аялти çанталăка илсе кайнă. Ачасем, унта пурăнсан-пурăнсан, икĕш те пысăкланнă. Подошедши к колодцу, дети громко сказали: „Идите, берите нас!“ Тогда вышел тот водяной старик и унес их в подземный мир.

айлă-çилĕ

(аjлы̆-с̚’ил’э̆), айлă-çиллĕ, adv., de iis rebus dicitur, quarum una alteri superposita sit, один на другом. Крат. раз. 14. Пуçăм çинче эпĕ виçĕ кунтă йăтса пыратăп пек, виççĕшĕ те айлă-çилĕ пек. Мне казалось, будто я несу на голове три лукошка, одно на другом. Ст. Чек. Айлă-çилĕ япаласем выртаççĕ. Вещи лежат в беспорядке, одна на другой. КС. Ачисем пĕр çĕре пухăннă та, айлă-çиллĕ çывăраççĕ. Дети спят вповалку. Ст. Чек. Эпĕр пырса кĕнĕ чухне, вĕсем айлă-çилĕ выртатчĕç (вырдац’ц’э̆с’). Когда мы вошли, они venereo complexu iuncti erant. Япаласене айлă-çилĕ тунă хăй. Привел вещи в беспорядок.

аяк

(аjак), latus; pars; ripa; paries, бок; сторона, берег; стена. КС. Манăн аяк ыратать. У меня болит бок. Ib. Манăн аяк чикет. У меня колотье в боку. Изамб. Т. Кайсан-кайсан, эпир çул аяккинелле пăрăнакан (лучше: пăрăннă) икĕ лаша йĕре куртăмăр. Проехав некоторое расстояние, мы заметили два лошадиных следа, которые шли в сторону от дороги. ЧП. Сирĕн пӳрт аяккинчен юр кайнă. Снег, лежавщий у вашей избы, сошел. КС. Хыт çĕрте выртса, аякăм (i. q. аяккăм) хăпарса туххăр пуль. От лежания на жестком у меня, наверное, бока распухли. Çырманăн ку аяккинче, на этой стороне оврага; çырманăн леш аяккинче, на той стороне оврага. Букв. 1908, 16. Çав турпас татăкĕсене купаласа, вĕсем пӳрт тунă. Малтан аяккисене купаланă, унтан тăррипе тунă. Из этих обломков щепок они склали избу. Сначала склали стены, а потом сделали крышу. || Huius nominis tertius, quartus quintnsque casus adverbiorum more longinquitatis significandae causa usurpantur. Дат.-вин., местн. и исходн. падд. этого сущ. также употребляются в значении. наречий, означающих отдаленность. Аякка, longe, procul (eum locum significat, quo aliquis iter faciat), в сторону; далеко (указывая направление действия); аяккарах, longius, remotius (turn quietera, turn motum significat), дальше в сторону; подальше (означая как направление, так и место действия); аяккалла, locum remotiorem versus, в сторону; аяккарахра, in loco remotiore, подальше (на вопр. где?); аяккарахран, ex loco remotiore, из более отдаленного места; аякра, longe, procul (locum denotat, ubi aliquid sit vel fiat), далеко, вдали (указывает место действия); аякрарахра, longius (locum, ubi aliquid sit vej fiat, sign.), подальше (на вопрос где?); аякран, a longinquo, e longinquo, издали; аякрарахран, ex loco remotiore, более издали, из более отдаленного места. || Hue adiectiva pertinent, ab iisdem adverbiis derivata. Сюда относятся и прилагательные, образованные от этих наречий. Аякри, longinquus, remotus, дальний; remotiore loco orinndus, дальний (т. е. родина которого далеко); аякрисем, remotiore loco orinndus vel oriundi (utriusque numeri vim habet; v. Оп. чуваш. синт. § 59), дальний по происхождению, родина которого далеко (имеет значение как ед., так и мн. ч.); аяккарахри, аякрарахри; аяккараххи (hoc absolute tantummodo usurpatur), remotior; e remotiore loco oriundus, более дальний; происходящий из более отдаленного места. Аяккараххи употребляется только во 2-й форме, т. е. без определяемого имени; аяккалли (аjаккаλλиы), ulterius situs, ulterior, находящийся по паправлению в сторону от чего-либо или далее чего-либо. КС. Вăсем аякка кайнă. Они ушли далеко, т. е. в отдаленное место. Ib. Вăсем ялтан аякка-а (аjаккŏ) кайнă та, тапратнă тавлашша чупмашкăн. Они отошли далеко (усиление) от деревни и начали бегать взапуски. ЧС. Ĕнтĕ кăшт аяккарах кайса тăтăм. Тут я отошел несколько подальше (или: в сторону). Ib. Вĕсенчен аяккарах (i. q. аяккарахра) пĕр пысăк сысна кĕтĕвĕ çӳренĕ. В стороне от них паслось стадо свиней. Ст. Чек. Унтан аяккарах каймалла. Надо итти несколько дальше того места. Ib. Вăл тата аяккарах. Это ее дальше. КС. Вăсем ятлаçма тапратрĕç те, эп шурăм аяккалла. Они стали браниться, и я отошел всторону. Ib. Вăл ялтан аяккарахра тепĕр ял пур. Несколько в стороне от этой деревни есть другая. Ib. Эс арăмна аяккарахран ил. Ты возьми жену из более дальней местности. Ib. Эс аяккарахранах çавăрнса кил-ха. Ты уж сделай более далекий обход (или: обьезд; -ах выражает настойчивость или большую отдаленность). Ст. Чек. Тула аяккарах кайса лар. Усядься за нуждой (exonera alvum) подальше (от нас). Т.-И.-Шем. Унтан, вутне (улăмне) чĕртсе ярса, хĕвеле хирĕç виçĕ хут купăс каласа, алă çупса, ташласа, вут тавра çаврăнаççĕ: малтан аяккарахран çаврăнаççĕ, иккĕмĕш хут вут çывăхĕнчен çаврăнаççĕ, виççĕмĕш хут вара, вут çумĕнченех çаврăнса урисемпе ташласа таптаса, вута сӳнтереççĕ. Потом зажигают солому и трижды обходят вокруг огня, против солнца, с пляскою, играя на скрипке и хлопая в ладоши. Сначала они обходят держась подальше от огня; во второй раз — близко к огню, а в третий — около самого огня, при чем пляшут и ногами затаптывают костер. Альш. Йăран-йăран купăста, йăранĕ хушши аякра. Целые гряды капусты, на широком расстоянии одна от другой. Вĕсем (пит) аякра пурăнаççĕ. Они живут (очень) далеко | Меtaphor. Переносно. Крат. раз. 28. Кирек мĕнле çылăхран та аякра тăрать. Он далек от всякого греха. | Ст. Чек. Кăшт аякрарах пулĕ. Вероятно, это будет подальше. Кошк. Вĕсем вăл шертепе ăна аякран тĕртсе ярас тенĕ. Они хотели столкнуть его этою жердью издали (в воду). Т.-И.-Шем. Тrans. Малтан пынă чухне евчи хĕр ашшĕпе амăшне тӳрех каламасть, аякран пуçласа, çавăрса илсе, калать. В первое посещение сватун не сообщает родителям невесты о целях своего посещения прямо, а начинает свою речь издалека. Радон. Мăнастир патĕнчен иртсе каякан çĕнĕ çулпа кайман, мăнастиртен аякрарахран иртсе каякан кив çулпа тӳрĕ кайнă. Он не пошел по новой дороге, которая шла около монастыря, а пошел прямо, по старой дороге, проходившей несколько дальше от обители. || Альш. Аякри пуян пулса килеççĕ, тет те кусем (= кĕсем), хĕре килĕшеççĕ, тет. Они приехали, приняв на себя вид дальних богатых людей, и сосватали девушку. Эсĕ ăçтисем? — Аякри (или чаще: аякрисем). Ты откуда? (или: ты откуда будешь? ты чей такой будешь?) — Я дальний. Ст. Чек. Эпĕр, ачам, аякрисем пулатпăр. Мы, дитя мое, дальние (т. е. наша родина далеко). Ст. Чек. Ялтан аякрарахри (или: аяккарахри) хурăнсене касса пĕтернĕ. Те березы, которые росли подальше от деревни, все срубили. Ст. Чек. Пиртен чут аякрарахрисем выçăпа та аптăранă. Те, которые живут немного подальше от нас, даже голодали. Череп. Эпир, аяккараххисем, çавăнтах юлаттăмăр. Мы, более дальние (т. е. у которых родина была дальше), оставались тут же. Ст. Чек. Унтан аяккараххисем килĕнчен малтан тухса карĕç. Те, которые живут подальше (названного места), выехали из дома раньше. КС. Унтан аяккаллисене кунтарах исе хурăр. Те, которые (лежат) дальше его (ее), положите сюда поближе. Ст. Чек. Унтан аяккаллисене выçлăхра тырă параччĕç (i. q. паратьчĕç). Более дальним раздавали во время голода хлеб. N3. V. айăк.

айкаш

(аjгаш), verbum, cuius vis latissime patet, глагол, имеющий очень обширный круг употребления. Nonnunquam enim est laborare. Иногда значит трудиться. КС. Хытă айкашшĕрĕ вăл паян. Он сегодня усиленно трудился (в Череп. — трудился без успеха). || Interdum imperite aliquid facere. Иногда неумело делать что-либо. Альш. Пĕлни-мĕнĕ çавăнта ĕнтĕ те, айкашатнăр çавăнта. Какое уж там уменье, занимаюсь вот кое-как! (говорит старуха йомзя о своем ремесле). Aut conari niti, conniti, molirг. Также стараться, пытаться, тщиться. Перев. Вăл ман сăмсана, куçсене çаклатасшăн айкашать. Он (медведь) старается зацепить меня за нос и за глаза. Употребление глагола в последнем значении некоторым кажется неудачным. || Aut in pasillis, in minimis occupatum esse; mirum in modum varias res agere; varie se movere; in rebus futilibus et frivolis occupatum esse; operam perdere; inverecunde agere; lascivire, turbam dare. Или делать что-либо маловажное, проделывать разные вещи, выделывать разные движения, валандаться, делать что-либо предусудительное, шалить, поднимать возню. Сред. Юм. Мĕн айкашатăр çанта эсир? Что вы там делаете? (или: возитесь) (фамильярное выражение). ЧС. Аннесем, нимĕн тăвайман пирки, юмăçсем иле-иле килсе, темĕн-те-пĕр айкашатьчĕç. Моя мать и те, кто были с нею, не зная, что им делать, привозили йомзей и проделывали все, что только могли. Чăвашсем, 22. Унта çапла пурте пухăнаççĕ, тет, унта вара тĕрлĕ айкашаççĕ, тет: лашалла та кĕçенеççĕ, ĕнелле те мĕкĕреççĕ, кушакла та макăраççĕ, автăнла та авăтаççĕ, тет. Там они (колдуны) собираются все вместе и проделывают разные штуки: и по-лошадиному ржут, и мычат по-коровьи, и мяукают по-кошачьи, и поют по-петушиному. Ст. Чек. Вĕсем айкашса çӳрерĕç-çӳрерĕç, нимĕн ĕçе те кӳреймерĕç. Сколько ни каталажились (валандались, возились), а дела не сделали. Чăвашпур, 25. Вăл хăй çирĕм икĕ çула çитиччен çапла айкашса пурăннă, пĕр çынпа та калаçман, вăрттăн уллах çĕрте пурăннă. Таким образом (точнее: „манером“) он дожил до двадцати двух лет, ни с кем не говоря и живя уединенно от других. Ib. 26. Вара тырă ака пуçланă, çула кĕтӳ кĕтсе, хĕлле вак касса тăранса пурăннă; хăни тыррине çимен, сутса, укçа туса тăнă. Çапла айкашша, пӳрт те лартнă. Тут он стал сеять хлеб; летом кормился, пася стадо, а зимою — прорубая прорубь. Своего хлеба он не ел, а продавал его и выручал деньги. Таким образом (точнее: „Манером“) он поставил и избу. Ib. 10. Хăй вара лашине пăртак сăтăркаланă, ачашлакаланă та, туртаран тытса, лашине пулăшнă. Лаши вара тапраннă-кайнă. Унтан, пăртак кайсан, кантарнă. Çапла айкаша-айкаша ялтанах кăларса янă. Тут он, потрепав и погладив лошадь, взялся за оглоблю и стал помогать лошади. Тогда лошадь тронулась и пошла. Проехав некоторое расстояние, он дал эй отдохнуть. Таким образом (точнее: при помощи таких приемов), благодаря ему, они выехали в поле. Ib. 5. Çапла айкашша, пĕр айăпсăр çыннах айăплă тăваççĕ. Таким образом (точнее: так мудруя) они делают виновным совершенно невинного человека. Ib. 29°. Чăнах калаççĕ çав: ача-пăча ырра курсан ырă пулать, усала курсан усал пулать, тесе. Çав ачасем те ашшĕ çурри айкашнă пекех айкаша пуçланă. Правду товорят, что дети, если видят хорошее-то становятся хорошими, а если видят дурное, то дурными. Эти дети стали вести себя так же (дурно), как вел себя их отчим. Ялав. Анне мана: „Мĕшĕн апла айкашатăн?“ тесе ятлакаларĕ çав. А мать все-таки побранила меня за эти шалости. Н. Карм. Ан айкаш, не шали. Ст. Чек. Мĕн кунта айкашатăр? Что вы тут возитесь (возню завели)? Иногда также значит: „что вы тут безобразничаете?“, если, напр., парень непристойно хватает девку или возится с нею. Ib. Кĕçĕр çаксем çĕр-хута айкашса çӳрерĕç. Нынче они всю ночь проваландались (безуспешно, не сделали того, что хотели; в предосуд. смысле). Букв. I. 04. Çапла айкашни унăн пит илемлĕ, тĕлĕнмелле. Все живописно и великолепно в нем (лебеде; из соч. Аксакова).

авкалан

(авгалан), vario modo aut variis temp. etc. se inflectere, изгибаться разлачн. образ., в разн. время и пр. Якей. Çĕртен йĕпе-ман авкаланса тохать. Из земли выползает, изгибаясь, дождевой червь. МС. Йăвăçсем çилпе авкаланаççĕ. Деревья гнутся от ветра. Сирах. 160. Пăрушĕсене пăруласа хырăмĕсене çăмăллатнă чух вĕсем авкаланса тăраççĕ. Они изгибаются, рождая детей своих, выбрасывая свои ноши. Сред. Юм. Ашшĕ хĕнет те, ачи авкаланать аачах. Отец бьет, а мальчик так и извивается под ударами. Лашм. † Чӳрече витер хачă утрăм, хура чĕкеç куçне тăрăнчĕ. Пăхăр-халĕ хура чекеçне; авкаланать хачă (i. q. хайчă) уяки пек. Бросил я из окна ножницы, и они воткнулись в глаз черной ласточки. Посмотрите-ка на черную ласточку, как она изгабается (от боли, образуя) точно кольцо ножниц. СТИК. † Эй мăнтарăн Праска акки, авкаланат Иван аллинче! Ах, бедная Прасковья: как она извивается под ударами Ивана! (или: во всем ему повинуется; он из нее вьет веревки). || Etiam de equo quietis impatienti dicitur. Также говорится о лошадях, которые не стоят спокойно на месте. Сенчук. † Кăвак лаша, кăтра çилхе, авкаланать пасар варринче. Сивая лошадь с кудрявою гривою беспокойно стоит среди базара (т. е. топчется, вертит головою в т. п.). Лашм. † Хурама пĕкĕ, хура çăрха авкаланать хупах умĕнче; çинçе пӳçĕм (хура куçăм) авкаланать сар ача умĕнче. Вороной иноходец, запряженный в вязовую дугу, беспокойно стоит у кабака; мой тонкий стан (и черные глаза) кокетливо рисуются перед красавцем („русым“) парнем (т. е. я перед ним кокетничаю). Interdum idem est, quod niti, conniti, eniti ut. Иногда значит биться, cтараться. Н. Карм. † Анкарти хыçĕнчи шур мулкачă авкаланат анкартне кĕресшĕн. Белый заяц за гумном норовит (всячески старается), как бы ему пробраться на гумно. Стюх. † Пирĕн пекех хай çын ачи авкаланат çын çине кĕресшĕн. Молодые ребята, такие, как мы, бьются изо всех сил, чтобы выйти в люди. || Etiam de eodicitur, qui amore alicuius captus gratiam eius omnibus modis aucupatur. Также употребляется, когда говорят о тех, кто всячески старается понравиться тому, за кем ухаживает. ЧП. Çинче-ах та пилеклĕ, ай, Илье пур, авкаланать Акук, ай, умĕнче. У нас есть Илья, у которого тонкая талия; он увивается перед Агафьей (стараясь понравиться, проявить ловкость, остроумие и пр.). || Eadem vox verbo „хуçкалан“ adiuncta usurpatur, cum alicuius nimia sui ostentatio aut vita licentior designanda est. Также соединяется с хуçкалан. Якей. † Çинче пилĕк сарă хĕр авкаланать-хуçкаланать, ялан ыр çын улĕ умĕнче. Русые девушки с тонкими талиями всячески кокетничают, и все перед сыновьями богатых людей. Бугульм.? † Кăвакарат-ешерет ялан çерем уçăмĕ; авкаланат-хуçкаланат ялан ырă çын ачисем. И синеет и зеленеет, — и все озямь на новине; и ломаются и вихляются (т. е. ведут себя вольно, разгульно, так как им все прощается), — и все дети богатых и влиятельных (в деревне) людей.

ака касси

(ага к̚аσσиы), а) sulcus, борозда (Çемер., Алманч.), b) caespes, aratro semel ducto inversus, пласт, поднятый плугом (Йолаш.). Янш.-Норв. Вĕсем пĕр акаласа кайнă ака касси урлă ниепле мур та каçаймас, теççĕ, Говорят, что никакая зараза не может проникнуть через борозду, которую оне раз проведут.

акала

(агала; аҕала, Пшкрт), arare aratro, quod „ака“ vel „ака-пуç“ appellatur. Пахать сабаном. Янш.-Норв. Çапла вĕсем вара ял йĕри-тавра акаласа каяççĕ. Таким образом оне проводят плугом борозду вокруг (всей) деревни. Чăвйпур. Çавăнтан кайран Йăвашка Ентĕрийĕсем акаланă та акаланă вара. После этого члены семейства Ивашкина Андрея знай себе пахали. Ст. Чек. Акаламан-сухаламан ана çинче çуралман кайăк чупса çӳрет. (Суеçтерни). По не вспаханному ни плугом, ни сохой загону бегает не родившийся заяц. (Загадка: ложь). || Тrans. Переносно. Такмак. Вăл вăкăр сăмсипе акаласа, хăлхипе акса, хӳрипе сӳресе, чĕрнипе çул туса тухнă. Этот бык носом вспахал; ушами посеял, хвостом заборонил, копытом дорогу проторил.

Акçан

(Акс’ан), nom. propr. viri, личн. имя муж. Т.-И.-Шем., Альш. Сf. Чув. яз. им.: „Аксян“. Альш. Акçан çаранĕ, nom prati, quod est prope vicum Елшел, назв. лугов около с. Альшеева, Буин. у. Ib. Шăхăртан чăвашĕсемех пулнă вĕсем, иккĕн пĕр тăван — Акçан, Ептĕлмен. Они были Шихирданские чуваши, два брата — Аксян и Эптильмень.

ал

(ал), subigere terram antea incultam aratro, quod „ака“ sive „ака-пуç“ appellatur. Пахать новь деревянным плугом (сабаном). Менч. Чист. Ака кăларнă кун вĕсем нуммай алмаççĕ; пирвайхи кун нуммай алсассăн кайран-кайран ĕç ӳсĕнми пулат, теççĕ. В тот день, когда они впервые выезжают на пашню, они пашут недолго. Говорят, что если долго пропашешь в первый день, то потом не будет спориться работа. Ист. Церкв. З0. Чиркӳ вырăнне ака-пуçĕпе (чит. ака-пуçне) алса тухтарнă. Место, где была церковь, велел распахать плугом. Микуш. Эсĕ алса пынă чух ана вĕçне тухас умĕн кăткă йăви алса пăрахăн. Проводя плугом борозду, ты, прежде чем тебе доехать до конца загона, распашешь муравейник. Букв. 1 ч. 1904. Аки-пуçне хăйсем ултă лаша кӳлнĕ, çапах ниепле алайман. Они запрягли в плуг шесть лошадей, но пахать никак не могли. Кив-ял, Сизов. † Пуринчен ытла çĕр ыйтрĕç, çерем алса вир акма. Больше всего они требовали земли, чтобы поднять новь и посеять просо. Хорачка. Сӓрӓмӓ аҕа-п̚ос’пала соҕалазан алны̆ п̚олат. Если подвять новь плугом, то это выражается словом алны̆. Т. II. Загад. С. Мок. Алман ана çинче çапман урапа кусат. (Суеçтерни). По не паханному загону катится не сколоченная телега. (Загадка: вранье). Собран. Алман ана (аddе: çинче), шăтман хурăн кутĕнче çуратман мулкачă выртать. (Суя суйни). На непаханном загоне, под невыросшей березой лежит не рожденный заяц. (Загадка: вранье). V. çерем сĕт.

алă

sive ал (алы̆, ал), 1) manus, 2) alter pedum priorum. 1) рука человена, 2) передняя лапа животного. N. „Алă çăвас пулĕ, тет.“. Он говорить: „Чай, надо руки вымыть“. N. Хускалтăм та, аллăм та урам та пулчĕ. Я сдвинулся с места, и опять стал владеть и руками и ногами. Тюрл. Алă шырăлса (i. q. шăйăрăлса) карĕ. (Я) натер себе руку. Альш. Аллисене каялла тытса пырать. Идет, держа руки назад. Сред. Юм. Алли токмак пик (i. q. пек). У него руки точно колотушки (большие). Артюш. 374. Икĕ аллине вишшер (i. q. виçшер) пĕрене хĕстерсе амăш; патне таврăнат. Он засунул себе подмышки по три бревна и возрашается к матери. Ст. Чек. Алли ĕçленине çийĕ çĕклĕ. Вăррăн алли илет те (вăрлат та), çийĕ çĕклет (ăна хĕнеççĕ); вăрă çинчен тата аллипе, вăйĕпе мĕн те пусан çĕмĕрнĕ çын çинчен çапла калаççĕ. За то, что сделаешь руками, придется расплатиться горбом. (Послов.). Вор ворует, и за это ему приходится расплачиваться (его бьют); эта пословица приводится тогда, когда говорят о воре или о человеке, который что-набудь разобьет. Заcтупл. 11. Вара икĕ ачине икĕ алла тытнă та çав утма-çулпа кайнă. Потом она взяла обоих детей в обе руки и пошла по тропинке. Хып., 07, 18. Алла алă çăвать, алă пите çăвать, теççĕ. Шaймурз. 391. Алă алла çăват, алă пите çăват. Рука руку моет, руки лицо моют. (Поcлов.). Сред. Юм. Кирак (к’ирак) кăçта пырсан та, (i. q. кирек ăçта пырсассăн та), ик алла пĕр ĕç. Куда ни придешь, везде для двух рук одно дело. (Послов.; т. е. без дела нигде не проживешь, везде надо работать). Собран. Алă тĕкĕнмесен алă çул выртать, теççĕ. Если не тронут руки, пятьдесят лет пролежят. (Послов.; т. е. если обходиться бережно, то вещи хватит надолго). Сунчел. † Аллăмри ал-çыххи аллă хут; „чĕн мерчен-и?“ тесе ыйтаççĕ. У меня на руках запястье в пятьдесят рядов. Меня спрашивают: „Это из настоящих кораллов?“ Собран. З55. † Икĕ алăра икĕ сулă, алă вĕçне шăнăçаймасть. На той и другой руке у меня два браслета, такой величины, что не умещаются на руках. Якей. Аллинче портă тытса тăрать. Держит в руке (в руках) топор. Шорк. Алă тăррĕн (алы̆ т̚ŏррӧн’) çӳрет. Ходит на руках. Сред. Юм. Хõласĕнче õлпõтсĕмпе (õлбõтсэ̆мбэ) майрасĕм алăрак тытăшса çӳреççĕ. В городах господа ходят с барынями под ручку. Б. Ара. Пур патне ал пырать. Если есть что-нибудь, то так и тянет (хочется) попользоваться им. (Послов. о сьестном, о деньгах и пр.). Собран. Ал тименни аллă çул выртнă, теççĕ. Если не трогать руками, то пятьдесят лет пролежит. (Послов.; см. выше). Якей. Ку ача алăран та кайма пĕлмеçт уш (или: ĕнт). Этот ребенок просто с рук не идет, т. е. все просится сидеть на руках. Ib. Ачая алла вĕрентнĕ. Ребенка навадили сидеть на руках. Ib. Вăл ман алла килешшĕн. Он (ребенок) просится ко мне на руки. Ib. Вăл он аллине пымаçть. Он (ребенок) не идет к нему на руки. Ib. Ачая алла ил. Возьми ребенка на руки. Ст. Чек. Аллупа пар та, урупа çӳре. Дай, да потом и ходи. (Послов. о неудобстве давать взаймы). Альш. Акă кунта пĕр упа аллисене тăратса акăрса килет, тет ку арăм патне. Вот идет к этой бабе с ревом медведь, поднявши передние лапы. Сред. Юм. Кăш (i. q. хăш) чõхне кõшак пĕчик пӳтексĕне малти õрипе питĕнчен çапать; çавна: „аллипе çõпать“, теççĕ. Иногда кошка бьет маленьких ягнят переднею лапою по мордочкам; тогда говорят, что кошка дает им лапкою пощечины (colaphizat, palma percutit). Якей. Йăтă алă парать. Собака подает лапку. То же и в Ст. Чек. Ст. Чек. Кушак аллипе питне çăват. Кошка умывается лапкой. || Тrans. В перен. см. Сред. Юм. Кин илсе те аллу кансах ан лартăр. Ман пõр õнта — каламасан, кõнĕпе те çыврĕ. Хоть и сноха будет в доме, а все не надейся, что совсем будешь свободна от работы. Вон у меня — если не скажешь, целый день проспит. Изамб. Т. 9. Ывăл ĕлкĕрчĕ ĕнтĕ, алăран суха-пуç карĕ ĕнтĕ. Сын вырос, теперь уж нет нужды пахать самому. Сред. Юм. Ним туни те çõк õн, пĕр-май ик аллине пĕр çĕре тытса ларать. Ничего не делает, сидит сложа руки (compressis, quod aiunt, manibus sedet). Якей. Она Йăван алли (аλλиы) турĕ. Это Иванова проделка (говоря о чем нибудь предосудительном). Ioannis consilio aut dolis factum est. Панклеи. Онтан ытти ват çынсам та Есрелĕ аллипе (Esreli opera) теминче çĕр çолхи асапран хăтăлчĕç. Потом и остальные старые люди избавились благодаря Эсрелю от вековых страданий. А. Прокоп. † Эпир илес хĕрсене каччă алли тиминччĕ. (i. q. тивминччĕ). О, если бы тех девушек, которых мы возьмем за себя (замуж), не коснулась рука юноши! (т. е. они были невинны; utinam illibata sit earum virginitas). Бугульм.? † Каччă алли тивсессĕн, пирĕн ача аллинче нухайкка. Если она окажется потерявшею девственность, то у нашего парня есть в руках нагайка. А. Сенчук. † Ял ялĕнчи хĕрĕсем каччă аллинче сарăхнă. Девушки других деревень пожелтели в руках юношей, т. е. утратили свою свежесть, расточая ласки юношам. Каша. † Кашасенĕн хĕрĕсем каччă курсан ялтăрат, каччă аллине ӳксессĕн сивĕ тытнă пек халтăрат. Девушка из деревни Елховоозерной сияют от радости, когда увидят юношей; когда же оне попадут в руки жениха, то как в лихорадке, трепещут (боясь возмездия за свою потерянную невинность). Синер. Мĕн алла кĕнĕ (= çакланнă, quod fors obtulerat), çавăнпа вата пуçларĕç, тет. Принялись бить чем попало. Кильд. Ш. Алла мĕн кĕнĕ, çавăнпа илсе çапнă ăна; алă айĕнче нимĕн те пулмасассăн сиксе тăрса урипе те пулин тапнă ăна. Бил его чем попало; если ничего не было под руками, то вскакивал и пинал его ногами. Чхĕйп. Чăваш халăхĕ Хусана вырăс патша çĕнтерсе туртса илсе хăй аллине илеччен тутар патша аллинче пурăннă. До завоевания Казани русским царем чуваши находились в подчинении у татарскаго хана („царя-татарина“) (in dicione regis Tatarorum fuerunt). Полт. Малороссия пĕтĕмпех поляксен аллине кайнă. Вся Малороссия подпала под власть поляков (sub imperium dicionemque Polonorum cessit). Чăваш халăхĕ вырăс патши аллине кĕнĕ. Чуваши подчинились русскому царю. Альш. Пирĕн алă çиелте. Мы одолели (в игре в мяч). Vicimus (ab iis dicitur, qui pila ludendo vicerint). Собран. 167, Ст. Чек. Аллăна пĕçерĕ, теççĕ. Руки обожжешь. (Послов.; т. е. заманчиво, но опасно). Сред. Юм. Ал киленеччин (i. q. килениччен) хĕненĕ. Отлупили (избили) как им только хотелось. Череп., Б. Ара. Алли кукăр. Furax est. Занимается мелким воровством. Сред. Юм. Аллине çыпăçать. Fur est. furatur. У него к рукам пристает, т. е. он крадет. Урож. год. † Ал ĕç патне пымарĕ. Не было времени заниматься этим делом. Ст. Чек. Алă пымасан ĕç тăвăнмас вĕт. Если не работать, то ведь дело не сделается само собою. Череп. Алли ĕç патне пымарĕ. Провел всю жизнь праздно. Сред. Юм. Ал айнерех пăрахăр. Ст. Чек. Алă айнерех хур. Положи (-те) поближе, чтобы при надобности можно было скоро достать. Истор. Çавăнпа вĕсем мулĕсене те ала айĕнче тытман, нумайĕшĕ çĕр айне алтса пытарнă. Поэтому они не держали при себе денег, а большею частью зарывали их в землю. Ст. Чек. Алă айĕнчен ачу-пăчуна ан яр. Не оставляй детей без присмотра. Якей. Аллине хыçалалла тытса анчах çӳрет. Слоняется без всякого дела. А. Прокоп. † Эпĕр пиллĕкĕн пĕр тăван, патша алли тиврĕ — уйăрчĕ. Нас пятеро единокровных, но разделила нас царская рука. || Litteras formandi modus singulis hominibus proprius, scriptura. Также обозначает почерк. Ст. Чек. Урăх çын алли пек çырать. Пишет чужим почерком. || Praeterea rei cuiusvis commoditatem significandi causa usurpatur. Также выражает удобство пользования какою-либо вещью. Ст. Чек. Ку лаша мана алă, илес-ха ăна. Эта лошадь для меня подходяща, надо ее купить. || Eodem nom. molarum, quas aптиркка dicimus, pars quaedam appellatur. Также часть обдирки (крупорушки). V. аптиркка.

ал татмалла выляни

(ал т̚атмала выл’аνиы), ludus puellarum, cuius ludendi causa in orbem consistunt. СТИК. „(В эту игру) играют в хороводах девки, стоя кругом и образуя кольцо“. || In Ст. Чек. еt Çĕнĕ-Кипек aliter luditur hoc modo. Ubi duo ludentium ordines iunctis manibus inter se contrarii constiterunt, facta sortitione, utri ludi initium faciant, singuli ex acie procurrunt, ut perrupto adversariorum ordine singulos eos quasi captivos secum abducant, quo suorum numerum augeant. В Ст. Чек. и Çĕн-Кипек играют иначе. Çĕн-Кип. Ал татмалла вылянă чухне пурте, кам выляс-тиекен, икĕ пай çине (lege: пая) уйăрлса тăраççĕ. Унтан çав икĕ пайсем икĕ çĕре, алран-ал тытса карталанса тăраççĕ. Унтан пĕр картинчен пĕр ачи тухать те, тепĕр картин икĕ çынăн тытăçса тăракан аллисем çине чупса каять. Унта вара вăл çав аллисене е уйăрса (татса) яриять, е лешсем хытă тытса тăнă пулсан, уйăрса яримаçть. Уйăрса ярсан, вăл хăйне пĕрле çав аллисене татса янă ачасенчен пĕрне çавăтса каять. Уйăрса яриман пулсан, хăй вĕсем хушшине тăрса юлать. Çапла вара вăййине пăрахачченех пĕр картинчен тепĕр картине чупса выляççĕ. Играющие разделяются на две партии, которые встают одна протав другой („в одно место“), схватившись руками и образуя два непрерывных ряда. Из одного ряда выходит мальчик и бежит, чтобы разорвать противоположную цепь. Если это ему удастся, он уводит с собою одного из тех, руки которых ему удалось разъединить; если же нет, то он сам встает между ними (в их цепь). Так играют, перебегая от ряда к ряду, пока не бросят игру. Ст. Чек. Çапла хире-хирĕç икĕ ĕрете алла-аллăн хытă тытăнса тăраççĕ. Укçапа е патакпа хăш ĕретĕ малтан чупмаллине пĕлсен ĕретĕн сылтăм енчи çынни чупат; вăл — хăне хирĕççипе ун çумĕнчи алла-аллăн тытăнса тăраççĕ, çавна татмалла. Тытсан татнă ĕретрен пĕрне илсе килет, татаймасан çав ĕрете хăй юлат. Таким образом (как будет показано на помещенном ниже чертеже) играющие встают в две цепи, одна против другой, крепко схватившись за руки. Когда бросят при помощи монеты или палки жребий о том, которому ряду бежать первому, бежит крайиий с правой стороны и старается разорвать цепь, образуемую рукою того, кто стоит насупротив (он будет крайним в противоположном ряду) и того, кто стоит рядом с последним. Если ему удастся сделать это, он уводит одного из цепи противников с собою, а если нет, то сам встает в их цепь. Ib. Хĕр-акасемпе ар-çын ачасем алăран алла тытăнса икĕ ĕрет хире-хирĕçĕн тăраççĕ. Хăш ĕретĕ вăйă пуçлассине пĕлме укçа пусан пĕр ĕретĕ ерул енне, тепĕр ĕретĕ ришкă енне йышăнат; укçа пулмасан патак, пĕр ĕретĕ патакăн пĕр пуçне, тепĕр ĕретĕ тепĕр пуçне йышăнат; укçанăн хăш майĕ çӳлелле, патак хăш пуçĕпе тăрăнса ӳкет, çав ĕретĕ вăйă пуçлат. Вăйă пуçлакан ĕретĕн сылтăм енче тăраканĕ алла-аллăн тытăнса тăракансенĕн аллисене татасшăн хытă чупса пырат. Аллисене татсан — алла-аллăн тытăшса тăракансем аллисене хытă тытса тăраççĕ — иккĕшĕнчен пĕрне хăй ĕретне илсе кайса сулахай енне тăратат. Аллисене татаймасассăн хăй çав ĕретĕн сылтăм енне кайса тăрат; вара ку ĕретрен чупма пуçлаççĕ, — татсан вăл чупакан ĕретренех чупмаллаччĕ. Çапла пурте чупса тухсан вăйă пĕтереççĕ. Девочки и мальчики берутся за руки и становятся в два ряда, из которых один стоит против другого. Чтобы решить, кому начинать игру, мечут жребий: если есть монета, то монетой, при чём один ряд мечет на орла, а другой на решетку (решку, плату), а если монеты не случится, то — палкой, и тогда один ряд берет себе одан, а другой — другой конец палки. Которою стороною упадет монета или которым концом ткнется брошенная палка, тому ряду и начинать. Тот, кто стоит на правом конце ряда, начинающего игру, старается разорвать с разбега противоположную цепь. Если ему удастся разорвать эту крепкую цепь, то одного из пары он уводит в свой ряд и ставит его на девую сторону; если же нет, то он сам встает на правую сторону этого ряда, и тогда бежит уже этот ряд. Если бы бегущему удалось разорвать цепь, то очередь бежать осталась бы за его рядом. Когда таким образом сбегают все, игра оканчивается.
[Ӳкерчĕк]
Стюх. † Айта, Марье, сар Марье, ал татмалла вялар-и? Пойдем, Марья, русая Марья, играть в игру ал татмалла?

алтчăра

(Альш., Изамб. Т. , СТИК. алζ’ы̆ра, ubi л durum est: apud eeteros muitos, ал’ζ’ы̆ра, ал’џ̌ы̆ра), praestringi, turbidum fieri (de acie ocufurum dicitur), ослепляться (ярким светом, яркими красками), прийти в такое состояние, когда все рябат, и когда перестаешь асно различать предметы; мутнеть (о глазах). Ст. Чек. Куç алчăрат (ал’ζ’ы̆рат) = куç саланат (нимĕне те ретлĕ курмас), т. е. глаза разбегаются и ничего не могут разглядеть. СТИК. Ку тавар çине пăхсан куç алчăрат. Если смотреть на эту материю, то глаза разбегаются и не могут сразу рельефно видеть предметы. Ib. Куç алчăраса кайнă. Глаза разбежались. Альш. Аякри япалана пăхрăм-пăхрăм та, куç алчăраса кайрĕ. Я долго смотрел на отдаленный предмет, и у меня зарябило в глазах (стало трудно смотреть). Изамб. Т. Пĕр-пĕр япала çине тилмĕрсе пăхсассăн куç алчăраса каят. Если пристально смотреть на что-либо, то начинает рябать в глазах. Баранов. 55. Тарасăн куçĕ-пуçĕ алчăраса вăл минкĕресе кайнă. У Тараса помутилось в глазах, и он обеспамятел. Ал. цвет. 9. Çакăн пек тĕлĕнмелле япаласенчен хуçан куçĕ алчăрасах кайнă. От таких диковинок у купца в глазах зарябило. Н. Карм. Куç алчăрарĕ: хĕвел çине нумай пăхма хал çук, куç алчăраса каять. В глазах зарябило: нельзя долго смотреть на солнце, так как свет его ослепителен для глаз. || О сохр. зд. Вĕсем салхуланаççĕ, тĕлерсе пуçне усса тăракан пулаççĕ, куçĕ-пуçĕ алчăраса каять. Они (животные) становятся скучными и сонными, опускают голову книзу, глаза у них делаются мутными и теряют всякое выражение.

алхас

(алhас), ludere, lascivire; ridere; insolenter, intemperanter se gerere, шалить, озорничать; смеяться; вести себя вольно, непристойно, предосудительно. Сред. Юм. Мĕн алхасса çӳретĕр эсир? Ларăр пĕр вырнта (i. q. вырăнта). Что вы шалите? Сидите на месте! (Говорят маленышм детям)! Букв. Вут-кăварпала алхасма хушман. Играть огнем не велено. N. Вутпа ан алхас. Не шали с огнем. Янтик. Ну, алхасса çӳрет! — говорят о том, кто шумит и ведет себя неприлично. N. Çавăнпа ĕçкĕре хăмлапа ӳсĕрĕлсе алхасни пит çылăх: вăл пурте усал ĕçĕ, теççĕ. Поэтому, говорят, очень грешно вести себя шумно и неприлично на пирушках, упившись хмельным, так как все это дело рук дьявола. Янш.-Норв. Ц. Çапла вĕсем çĕрлечченех шывпа алхасса çӳреççĕ. Так ходят они (дети), обливая друг друга (букв. „шаля“) водой, до самой ночи (во время „çăмăр чӳкĕ“). || Чăвйпур. 19. Ашшĕ вилсен вара вăл тата пушшех алхаснă (в др. говорах: алхаса пуçланă). Когда отец умер, он стал вести себя еще хуже. Череп. Вăл алхасса кайнă. Он окончательно избаловался (о взрослом). Ст. Чек. Леш кас арăмĕсем çĕр-хута алхасса çӳреççĕ. Бабы из того околотка шуруют (шумят, ведут себя вольно, непристойно) всю ночь. Орау. Е-е, алхаснă! Ку ача-пăча ним курнасса пĕлмеçт! у-у, озорник! Этим детям все нипочем (все трынь-трава)! Орау. Ачи çурални икĕ уйăх та çук, пĕтĕмпе хитреленсе кайса алхасакан та пулнă! Ребенку-то еще и двух месяцев нет, а уж какой славный стал, и смеяться начал! Сред. Юм. Пит колкаласа, чõпкаласа çӳрекен çынна: „алхаснă“, теççĕ. О человеке, который все посмеивается, улыбается и бегает, говорят: „Какой он озорник!“ [В Череп. — „Пришел в полов. возбужд.“]. Ст. Чек. Ай-ай ку ача сирĕн алхаснă! Ах, какой у вас шалун этот мальчик! Ib. Алхасат. Приходит в половое возбуждение. || Translate de incendiis saepius prorumpentibus dicitur. Переносно — о частых пожарах. Альш. Вут-кăвар ытла алхаса пуçласан... Когда слишком учащались пожары... || Praeterea de coitu. Также о половом акте. Череп. Алхасаççĕ. Coeunt. Ib. Йытăсем ( Ст. Чек. йăтăсем) çĕр-хута алхасса (i. q. кусса) çӳрерĕç. Собаки бегались всю ночь. || Item de ira. Л. Кошки. Темĕне сисрĕ, алхасса карĕ саççим! Не знаю к чему только („не знаю, что он почуял“; т. е. не знаю, что предзнаменует его гнев; может быть, он предвещает что-нибудь недоброе), уж очень разошелся (разсердился, разгневался). [Так говорит чувашка о муже]. || Itinere deerrare, „плутать“. V. S.

аман

(аман), quassari; vulnerari; debilitari; corpus laedere, надломиться; израниться, искалечиться; ушибиться, получить какой-нибудь изьян или повреждение. Шибач. Патака хоçнă, хоçăлсах кайман: аманнă. Палку переломили, но не совсем; это значит, что она надломилась. 20. Вăл аманнă хăмăша та хуçса пăрахмĕ. Трости надломленой не переломит. Истор. 234. Аманнă лашипе аран тарса хăтăлнă. Едва спасся на пораненной лошади. См. еще 16 стр. З строка (ай-ай ту). Орау. Ман çак аллăм лаша çинчен ӳксе аманнăччĕ те, халь йĕпене сиссессĕнех ыратать. Я сломил себе эту руку упав с лошади, и она у меня до сих пор болит, как только почует ненастье (хотя и поправилась). Сирах. З42. Вĕсем нумайĕшĕ аманса юлнă, юлашкисем крепоçе (lege: кĕреппĕçе) тарса ӳкнĕ. Çав вăрçăра Иоанн тăванĕ Иуда та аманнă. Тогда был ранен Иуда, брат Иоанна. И пало у них много раненых, остальные же бежали в крепость. N. Темĕн чухлĕ халăхĕ аманса тăкăнса юлнă унăн. У него было ранено и осталось (на поле сражения) огромное количестео людей. Ст. Чек. Аслăк тăрринчен ӳксе аманнă. Упал с сарая и расшибся (или: искалечился, или: поранил себя). Cf. амак.

ана

(ана), ita appellantur singulae partes agrorum, modicae magnitudes, limitibus tenuissimis disterminatae, загон, полоса пахотной земли в поле. Микуш. Çӳлти ана çине (сначала было написано: „çӳлĕ ту çине“, потом зачеркнуто) сĕлĕ акрăм хура лаша кăмăлĕшĕн. Ради удовольствия вороной лошади я посеял овес на нагорном загоне (Ст. Чек. ту çинчи ана çине) ЧП. Пирĕн ани çула тăрăх... ани ухват палличче. Наш загон расположен вдоль дороги.... знак (тамга) загона — ухват. ЧП. Арçын алли тивмесен ана çийĕ хуралмĕ. Если мужчина не приложит своего труда, то загон останется не вспаханным. Султангул. † Çула тăрăх анăра çӳллен тулă акаттăр. На вашем загоне, который тянется вдоль дороги, вы каяждый год сеяли пшеницу. Хып. 06, № 2. Эпир мĕнле те пулса ана шучĕ ытларах акма тăрăшатпăр. Мы стараемся, по возможности, засеять побольше загонов. (Выражение неудачное). N. Çавăнтан Илия йăвăççам çăлса пăрахса Атăл çине ана турĕ, тет те, вилчĕ, тет. Потом Илья накидал на Волгу деревьев, вырывая их (с корнем), сделал на ней (точно) поле и умер. || Frumentum in ана satum. Также хлеб, посеянный на загоне. N. Вĕсем унта кайнă чух ана пĕте пуçларĕ. Когда они туда шли, загон стал приходить к концу (его стали дожинать). Ib. Ана пĕтерчĕç, юлашки кĕлтесене пысăкрах турĕç. Кĕлте (не) пĕчĕккĕ тусассăн килес çул тырă начар пулать. Сжали загон. Последние снопы сделали побольше. Если сделать маленькие снопы, то на следующий год будет плохой урожай. || Modus agri alia apud alios mensura. Также земельная мера, неодинаковая для разных местностей. Ана = 2000 кв. с. (Череп.), 1800 кв. с. (Бакырчи). Череп. Тутерем= 1/4 ана, çур-пилĕк = 1/2 ана. Чертаг. Ана — 10 чалăш сарлакăш, тăршшĕ 80. Ана — площадь в 10 сажен ширины и 80 саж. длины, т. е. 800. кв. саж. Магн. 44. „Пахотная земля для душевых наделов у чуваш, во 2 м стане Чебоксарского уезда, дробится 1) на сьор-билик [т. е. çор-пилĕк], по-татар. зярым биш [т. -е. џарым бiш], в 8 шагов ширины и 10 веревок в 10 сажеy (100 сажен) длины; и 2) тваткал [т. е. тăваткăл] — в 20 квадратных сажен (в деревне Туганашевой). 4 тваткала в деревне Малое Карачево (Сядырга) составляют сьор-билик, 2 тваткала — хорах йиран [т. е. хăрах йăран], 8 тваткалов — ана — загон (по-татар. зирь [т. е. џiр]). Мерой надела большею частию служит сьор-билик, реже (в некоторых деревнях Аттиковского прикола) — тваткал“. То, что здесь поставлено в кривые скобки, прибавлено мною. N. Пирĕн Шупашкар уясĕнче [scr. уясре!) виçе ятпа пĕр анаран кĕлтçеç иртет. Ана — десятина. У нас, в Чебокс у. на три души приходится один загон с небольшим. Загон равняется десятине. КС. Ана — 2/3 десятины, çур-пилĕк — 1/3 дес, чĕрĕк — 1/6 дес, уçмушкă (ус’мушкы̆) — 1/12 дес. Орау. Анан тăршшĕ (длина) — 120 чалăш (120 саж.), урлăшĕ (ширина) — 10 чалăш (т. е. 1200 кв. с), Ib. Анан çуррине çур-пилĕк теççĕ (1/2 ана назыв. çур-пилĕк). Анара тăват черек (т. е. ана = 4 чĕрĕк). Вута-б. Ана = 5×100 (или×120) кв. саж.; çур-пилĕк = 1/2 ана. Питуш. Ана = пĕр авăнлăх; хăрах йăран = çор авăнлăх (ползагона). Изамб. Т. Теçеттинере виç çур-пилĕк. Çур-пилĕкре ик тӳтрем. Теçеттинере ана çурă. Анара тăватă тӳтрем. В десятине (длина 160, ширина З0 саж.) три „çур-пилĕк“. В „çур-пилĕк“ два „тӳтрем“. В десятине полтора „ана“. В „ана“ четыре „тӳтрем“. В д. Якейкиной, Шуматов. вол. Ядрин. у., „ана“ — 1/3 десятины, „çор ана“ (иначе: çор авăнлăх) — 1/6 десятины, „ана çорă“ — 1/2 десятины. Якей. Эп паян ик ана турăм. Сегодня я вспахал 2/3 десятины. Ib. Ик лашапа пилĕк ана туманни мĕн вăл! Как это не вспахать на двух лошадях 12/3 десятины! Альш. Аслă çул килет Пăваран Çĕнĕ-Пăрăнтăка тӳп-тӳрĕ. Пирĕн çĕрсене вара кунта çав аслă çула пăхса виçис. Аслă çула маййăн та, ăна урлă маййăн та хирте пулуссасем тунă: пĕр хăлаç пек акман çĕр хăварттарнă. Вăл пулуссасем аслă çула маййăннисем аслă çула маййăн тӳп-тӳре каяççĕ; урлисем кунталла май тӳп-тӳрĕ анаççĕ. Хирте вара çапла куç-куç пулса тăрать акмалли çĕр. Вăл куçсенĕн пĕр майĕ 150 хăлаç, тепĕр майĕ 160 хăлаç, теççĕ. 160 хăлаçлă енне сакăр анана уйăрнă: анан сарлакăшĕ 20 хăлаç пулать вара, тăрăшшĕ 150 хăлаç пулать (150×20 = 3000 кв. саж.). Вăл анасем кăнтăрланалла пуçăн. Аслă çул хĕрринчисем аслă çула пуçăн вара. Пĕрринне кăна путрав ан пултăр тесе тунă, тет, ăна. Ял çывăхĕнчисем, çемлемер виçсе хăварни, ыттисем пекех; çерем кастарса халăхпа тара панисем апла мар: унта темиçен илеççĕ те, епле килнĕ, çапла тăваççĕ.... Елшелинче ята виçĕ хирĕнче те виçĕ тӳтрешкешер çĕр тивет, теççĕ; ятне 548 ят теççĕ пулас ялта. Анара икĕ çур-пилĕк хисеплеççĕ, çур-пилĕкре икĕ тӳтрешке хисеплеççĕ; тӳтрешкере пилĕк хăлаç. Большая дорога в новые Бурундуки идет совершенно прямо. Сообразно ее направлению у нас размерена и земля. В поле наделаны полосы, как в направлении большой дороги, так и эй наперерез, т. е. оставлены прогалы незасеянной земли, имеющие около сажени в ширину. Те полосы, которые тянутся соответственно направлению большой дороги, идут совершенно прямо, согласуясь с ее направлением; те же, которые идут ей наперерез, спускаются совершенно прямо по направлению сюда, в эту сторону. Таким образом в поле образуется ряд клеток пахотной земли. Одна сторона такой клетки, говорят, равняется 160 саж., а другая 150 саж. Сторона в 160 саж. разделена на восемь загонов, так что в ширину загон имеет 20, а в длину 150 саж. (150×20 = 3000 та. саж.). Эти затоны направдены одним концом к югу, Те из них, которые лежат по краям большой дороги, обращены концом к дороге. Говорят, что это сделано с тою целью, чтобы в случае потравы не страдал только кто-нибудь один. Загоны, прилегающие к деревне и нарезанные землемером, совершенно такие же, как и остальные; те же, которые отрезаны на нови и сданы в аренду обществом не таковы: там снимают землю несколько человек и распределяют ее так, как им придется. В Альшееве, говорят, приходится на душу в трех полях по три тӳтрешке земли; наделов в деревне, кажется (как говорят), 548. В загоне считают 2 çур-пилĕк, в çур-пилĕк два тӳтрешке; тӳтрешке имеет в ширину 5 саж..

антăра

(анды̆ра, ubi ы̆ littera aut nulla, aut brevissima est), i. q. анăра. Икково. Пуç антăрас (т. е. антăраса) каять. Голова кругом идет. Çеçмер. Антăраса вилес патнех çитнĕ. Лишился сознания и был близок к смерти (напр. от угара). Ib. Пĕтĕмиех антăраса çитнĕ или: антăрамаллипех антăраса çитнĕ. Лишился сознания. Чеб. Эпĕ пуç антăранипе пĕр çур кун выртрăм та, çӳре пуçларăм. Я (говорит едва не утонувшай) лежал целых полдня, не будучи в состоянии притти в себя, а потом опять встал на ноги. Ст. Яхак. Пĕчĕк ачасем çапах антăрас (аптăрас?) çук: вĕсем çуна хуçинчен пĕр ыйтмасăрах çуна çине ларса тăкăлаççĕ. Однако маленькие ребята не робеют: они набиваются в сани, не спросившись у их хозяина. Шибач. Антăраса çатрĕ. Обеднел, стал больным или жалким (i. q. начар полчĕ, сумар полчĕ) и пр.

антăх

(анды̆х), ), interclusa anima spirandi facultatem amittere, задохнуться КС., В. Олг. КС. Тĕтĕмпе антăхса карăм. Я задохнулся от дыма. Сред. Юм. Ӳсре-тăркачă антăхсах кайрăм. Я просто задохнулся от кашля. КС. Çăвара шыв кĕрсе антăхса карăм. Мне в рот налилась вода, и я захлебнулся. Б. Олг. Çын шуа кайсан антăхса кайса вилет. Утопающий захлебывается и умирает. Шибач. Антăхса кайрăм. Я захлебнулся. Якей. Якор шăва карĕ те антăхса карĕ. Пĕре антăхса кайнă çынна чертме йăвăртарах. Егор пошел на дно и захлебнулся. Если человек захлебнется, то отходить его трудновато. N. Шывра антăхса вилнĕ. Захлебнулся в воде и умер. Сред. Юм. Ах Тор! пит ӳсреп эпĕ: кас-кас антăхсах каятăп! Боже мой, как я кашляю! Иногда я просто задыхаюсь! СПВВ. КЕ. Çын пырне пулă шăмми ларать те, вĕçĕмрен пĕр чарăнмасăр ӳсĕрет; çав антăхни пулать. Человек подавится рыбьею костью и без перерыва кашляет; это называется „антăхни“ (задыхаться). СПВВ. Антăхса кайрĕ, сывлăш çавăраймасăр. Задохнулся, не будучи в состоянии перевести дыхание. Череп. Антăхса вилчĕ. Задохнулся и умер. Сказ. и пред. 81. † Çõнĕ кĕрӳ çумĕнче çичĕ юланут ташлать, пĕтĕм яла çĕмĕрсе çăвар карса антăхать. Около жениха гарцуют семь верховых и орут во всю глотку, на всю деревню, задыхаясь (от крика). || Quasi intermori (de parvulis dicitur, cum in vagiendo intercluso spiritu nullam vocem possunt emittere). Также говорится о маленьких детях, которые заходятея от плача. Ачи йĕре-тăркачă антăхсах кайрĕ. Ребенок зашелся от плача. Зап. ВНО. „Ача антăхса кайрĕ. Ребенок зашелся“. || Paene animo relinqui (intercluso spiritu). Также: почти обеспамятеть (от удара и т. п.) Шорк. Çын лаша çинчен ӳксен антăхса каять, çурăмран хытă çапсан та антăхса каять. Человек может обеспамятеть (скорее: у него перехватывает дух) [так и в Çеçмер]. Если упадет с лошади или если его сильно ударить по спине и пр. Н. Карм. Çӳлĕ çĕртен ӳкрĕм те, антăхса кайрăм (ыратнипе ним те пĕлмерĕм). Я упал с высокого места и (на момент) впал в беспамятство (ничего не сознавал от боли). Якей. Антăхса кайнă. Лишился (на момент?) сознания (напр. от удара по боку). || Rei alicuius inopia laborare. Также страдать от недостатка чего-либо. Янш.-Норв. Çырма шывĕпе антăхса пурăнччăр вĕсем. (Череп. Çырма шывне ĕçсе пус шывĕшĕн антăхса пурăнччăр). Пусть их маются с одной речной водой (не имея колодезной воды; слова вутăш). КС. Паян апатсăр шалт антăхрăм. Сегодня я просто измучился без еды. Чертаг. Шывсăр антăхса кайнă, чистă ĕçешшĕн çõнтарать лаша. Лошадь просто замаялась без питья, т. е. очень хочет пить, мучается от жажды. Хып., № 25, 06. Эпĕ ан сухалам, ан акам пурăнĕччĕç-ха антăхса! Вот я не стану ни пахать, ни сеять, тогда помучились бы! Алекс. Нев. Выçăпа антăхнăскерсем, нимĕне те пăхман Мучимые голодом, они не смотрели ни на что. Череп. Шывшăн антăхсă. Мучится жаждою. Ib. Эпĕ нихçан та укçаран антăхса пурăнман. Я никогда не испытывал недостатка в деньгах. Сирах. 109. Унăн хирти тырри-пуллине выçă антăхнисем çисе ярĕç, хăй валли арпи-улăмне анчах хăварĕç, унăн мĕн пур пурлăхне ăш хыпса антăхнисем çăтса ярĕç. Якей. Выльăхсам шушăн (т. е. шывшăн) антăхнă. Скот замучился от жажды. Ib. Чăххи-чĕппи çашшăн (= çиесшĕн) антăхнă. Куры и цыплята страшно проголодались. Ib. Ачасам çашшăн (i. q. çиесшĕн), хырăм выççа антăхнă. Дети проголодались. Сирах. 58. Юрлă çитмен пирки тертленсе пурăнать те, кайран та çукпах антăхать. Изамб. Т., Череп. Çимесĕр антăхса вилнĕ. Умер с голода. || Inhiare, avide appetere; maximam voluptatem percipere ex aliqua re. Также жадничать, жадно желать, жадно предаться чему-либо, жадно и с наслаждением делать что-либо. Ст. Чек. Çĕçĕ ларашшĕ (Череп. кĕрешшĕ) пырна! тек антăхса çӳрет! Ножик бы тебе в глотку, ненасытный! (говорят тому, кто очень прожорлив). Шибач. Сĕмсĕрленсе çать (с̚’ат’, i. q. çиет), антăхать. Ест с нахальной жадностью. О сохр. зд. Вăл вара пит антăхса çитет, мĕн панине-пĕрне çийсе пек тăрать. У него (отравившегося спорыньею) появляется сильный голод, и он готов съесть все, что ему ни дадут. Череп. Эй антăхнă хырăм! Эх ты, жадный! Полтава. † Юн ĕçесшен антăхать. Алчно жаждет крови (палач). Около Ракова. Антăхнă тесе нисĕпсĕр çынна калаççĕ. Жадным называют человека, который жадно вабрасывается на что-либо. Якей. Икерч корман-и-ке, антăхса çӳретĕн? Что-ты жадничаешь? неужели не видывал блинов-то? Ib. Йăваньнь (i. q. йăванăнни) пек антăхнă ача-пăча корман. Я не видывал таких жадных детей, как у Ивана. Зап. ВНО. Калмăк пек антăхса ларать. Жадначает как калмык. Ib. „Антăхас = кӳпес, жадничать“. Изамб. Т. Хăнана каясшăн антăхап та, тахçан каяс. Мне страшно хочется съездить в гости, но я не знаю, когда поехать. Б. Олг. Ме паян çаплах çуратăн конĕпех ихĕ (иh’э̆) çине антăхса! Что это ты спишь сегодня весь день, словно никогда не спал! Череп. Мĕн паян çывăратăн, ăйăхăшăн тек антăхан? Что ты сегодня все спишь и никак не можешь выспаться? Якей. Тутлă паломми çиса антăхса карĕ. С огромным наслаждением поел сладких яблоков. Ib. Ной нихçан та кон йӳшши япала корманскер кона ĕççĕ антăхсах карĕ. Ной, который никогда не видал ничего подобного, напился его (пива) с необыкновенным наслаждением. Зап. ВНО. Укçашăн антăхать. Алчет денег. Ib. Ачасем премĕкшĕн антăхаççĕ. Дети страшно хотят пряников. || De eo, qui diem totum stertit. Тюрлем. Эс мĕн паякăн яра-конĕпе çывратăн? Антăхса каятăн поль эс паякăн. Что это ты сегодня спишь весь день? Ты, пожалуй, совсем заспишься.

апат ларт

(ларт), apponere (cibum), подавать на стол обед. КС. Мана сĕтел хушшине лартрĕç те, апат лартса пачĕç. Меня посадили за стол и подали есть. Ib. Вĕсем сана апат лартрĕç-и? — Лартмарĕç. Они покормили (угостили) тебя? — Нет. Ib. Ан кай-ха, апат лартса ярам! Не уходи, я еще не успела подать тебе покушать.

аппалă-йăмăклă

(аппалы̆-jы̆мы̆клы̆), i. q. аккалă-йăмăклă, две сестры, сестра с сестрою. Л. Кошк. Аппалă-йăмăклă, выляма тухнă. Две сестры вышли играть. Ib. Вĕсем иккĕшех, аппалă-йăмăклах, пурăнаççĕ. Они живут одни, сестра с сестрою. Ib. Вăл килте аппалă-йăмăклă икĕ хĕр пурăнаççĕ. В этом (упомянутом) доме живут две сестры, девушки. Н. Карм. Аппалă-йăмăклă хăнана карĕç. Сестра с сестрою (или: две сестры) поехали в гости. Ср. — лы,-li (не луг,-lӳг) в орх. падписях.

аппалан

(аппалан), in re futili et frivola occupatum esse; laborare; operam frustra conterere, saxum sarrire. Заниматься пустяками; возиться (валандаться) над чем-либо; утруждать себя чем-либо, иногда неважным. Может быть, произведено от слова „аппа“ таким же образом, как мы это видим в словах: анналанса çӳрет, майккаланса çӳрет (ведет себя как Анна, как Марья). Чирич-к. Цив. Çапла аппаланса вара каç та пулать. Таким образом в этом валанданьи (проходит день и наступает) вечер. СТИК. Ан аппаланса тăр ĕнтĕ, часрах кил. Нечего заниматься пустяками, иди сюда скорее! Якей. Çав кĕт ĕçпех аппаланса кон иртерч. С таким пустяковым (= небольшим) делом провозился весь день. Ib. Çырмара чол кăларма хăтланса виçĕ кон аппалантăмăр. Вытаскивая камень, мы провозились в овраге три дня. Ib. Тем чол аппалансан та, эс ним те тăвас çок. Сколько ты ни провозишься, а все-таки ничего не сделаешь. Ib. Вăл осал ача-пăчапа аппаланас килмеçт. Не хочется возиться (тратить время) с этими негодными детьми. Беседа чув. 6. Кирлĕ-хирлĕмарпа аппаланман. Пустыми делами (пустяками, чем не надо) он не занимался. Аттик. Çапах вĕсем хăйсем, авал киремете пуççапса пурăннă çынсем пек, тĕрлĕ япаласене чӳклесе, пуççапса аппаланса пурăнаççĕ. Однако они, подобно старинным поклонникам киремети, занимаются пустяками, покдоняясь и принося жертвы различным божествам (или: духам). Н. Карм. Мĕн аппаланса ларатăн? Что ты сидишь и занимаешься ерундой? ЧС. Атте лупас айĕнче вилнĕ лаша патĕнче темĕн аппаланса тăрат. Отец что-то возится под сăраем около павшей лошади. Шурм., № 26. Каллах кăмака умĕнче апплана пуçларĕ. (Она) опять стала (над чем-то) возиться у печки, т. е. что-то делать, напр. стряпать. Изамб. Т. Мĕн эсир шыв хĕрринче аппаланатăр? Что это вы возитесь (т. е. делаете) на берегу? или: чем это вы занимаетесь на берегу? Сред. Юм. Аппаланас пõлать ĕнтĕ, мĕн тăвас тен! Что делать, приходится (или: придется) возиться с этим делом! т. е. заняться им. Орау. Нумайччен аппаланса тăтăм шывра. Долго возился я в воде. Çĕн-Кипек. Çапла аппалансан-аппалансан вăпăрĕ уйăхне çитсе тытать те: „Сана çырăм ĕнтĕ“, тит вара. Провозившись таким образом некоторое время, „вăпăр“ настигает и схватывает месяц, и говорит: „Ну, теперь я тебя съел“. (Игра).

арлă-арăмлă

(арлы̆-ары̆млы̆), vir et uxor, муж и жена, муж с женою. Изамб. Т. 40. Вĕсем сăра ĕçсе (с попойки) тавăрăннă чухне арлă-арăмлă çул çинче вилнĕ. Альш. Çапла вара кĕсем иккĕш арлă-арăмлă пулаççĕ. Таким образом они стали супругами, т. е. вступили в брак, образовали супружескую пару. Юркин. Арлă-арăмлă иккĕн калаçса лараççĕ. Сидят вдвоем, муж с женою, и разговаривают. || Coniugaliter, connubialiter. Иногда употребляется и в виде наречия: в брачном состоянии. Изамб. 25. Пĕр ялта Микуç ятлă çын арлă-арăмлă пурăннă, тет. В одной деревне жил, говорят, один женатый человек, по имени Мигусь, т. е. Николай (точнее: жил вбрачном состоянии). Ст. Чек. Вĕсем икĕшĕ те арлă-арăмлă пулнă. Они оба были женаты.

арлă-арăмлă çын

(с̚’ын), vir et uxor, супружеская пара, чета, Собран. Арлă-арăмлă çыннăн пĕр çăвара сурса пурăнас пулат. Муж и жена должны плевать в один рот, т. е. жить согласно. (Послов.). N. Ĕлĕк пĕр вăхăтра пĕр ялта арлă-арăмлă çын пурăннă; вĕсем пит пуян çынсем пулман, мĕскĕн çынсем пулнă вĕсем. В прежнее время в одной деревне жила супружеская чета. Эти люди не были богаты, они были бедняки. БАБ Ĕлĕк арлă-арăмлă пĕр çын пурăннă, тет; вăсенĕн пĕр ывăл пулнă, тет. В прежнее время жила одна супружеская чета, у которой был один сын.

ар-çури

ар-çори, ар-çурри, ар-çӳри (арз’удиы, арз’оϱиы, арз’уϱϱиы, арз’ӳри). i. e. quasi vir? Cf. ама çурри. Ita appellator daemonum silvestrium genus, capite permagno, oculis vero minutissimis, ut qui grani millii magnitudinem non excedant, qui viatores per silvosa loca iter facientes insectari creduntur identidem ciamantes, ut denticulos suos sibi comedendos praebeant; quos consecuti titillando interimere, dentesque eorum evulsos avidissime devorare dicuntur. Ex hominibus sepulcro carentibus fieri atque in varias formas transfigurari posse putantur. Ignem, aquam, salem, canem reformidare dicuntur. Quibusdam locis quasi in deorum numero habentur, sacrificiisque modicis honorantur. De his narrantur fabulae permultae, quas omnes hoc quidem loco recensere a proposito nostro alienum est. Alii (хиртисем) feminam esse volunt mammosam, inusitata magnitudine, quae ostendens genitalia cum risu impudentissimo viatores ad se vocare soleat; alii, omissa impudentia, pueros ab ea duos dorso portari dicunt, qui mammas eius ad tergum reiectas sugant. V. Paasonen H. Csuvas Szójegyzе́k, 51., Mе́szaros Gyula, A csuvas ӧsvallás emlе́kei, 51, 52 || Название лесного духа. Рекеев. У чуваш есть предание, что в старину в лесах жили арçурри — род обезьян, которые старались встретиться в лесу с человеком. Они очень любили полакомиться человеческими зубами, для чего щекотали человека, вырывали у него все зубы и глотали (их?). Арçурри отыскивал человека ло голосу, обманно отвечая на крик человека. Арçурри очень боялся рек, ключей и вообще воды. Приближаясь к человеку, он спрашивал: „Шыв вирелле каятна, шыв юхалла каят-на?“ (ты идешь против течения или по течению?). На что догадливые чуваши отвечали: „Юхалла, юхалла (по течению), чем и спасались от арçурри. Дело в том, что говорить: „шыв вирелле“ (против течения) нельзя было, потому что арçурри живо обежит исток или начало ключа или речёнки и живо явится к человеку; а если ответить ему: „шыв юхалла“, то он знает, что устье реки обойти невозможно, и оставляет человека в покое.“ || Говорят, что в прежнее время был обычай уводить в лес и умерщвлять больных, старых и увечных; души их, бродившие с криком по лесу, назывались ар-çури. || Якей. „Арçури — души убитых и не получивших напутствия (кĕл тутармасăр çапса пăрахнă çынсен чонĕсем). Шорк. Ар-çори — дух, обитающий в лесу; его можно видеть в разных видах. Он очень громко кричит, и если человек заплутается в лесу, то ар-çори откликается на его крик, сам зовет (его) и таким ооразом завлекает в самую глубь леса; иногда же сам гонится за человеком, зовет его по имени и хохочет. Избавиться от него можно крестом, вырезанным из земли. Ст. Чек. Арçури принимает разные формы, знает имя человека, щекочет его, и человек умирает. Нюш-к. Хĕр ача тăвса вăрмана кайса пăрахса витмесĕр хăварсан ултав ачи арçури пулать. Если девушка родит ребенка и бросит его в лесу, не прикрывши (землею?) то пригулыш обращается в арçури. V. Магн. 194. Ib. Çын шăмми те тăпра айне кĕмесен арçури пулать. Также если кости человека не будут зарыты в землю, то они обращаются в арçури. Ib. Арçури шăмă хышлакан кайăкран тарса çӳрет. Арçури убегает от зверя, который гложет кости. С. Хочашево. Арçорри тона-шăннинчен полать. Арçорри происходит из берцовой кости. Собран. Арçури вăл качча кайман хĕртен çуралнă, тет. Ăна çав хĕр çуратсанах сĕм вăрмана кайса пăрахнă, тет. Вăл вара ӳсе-ӳсе питĕ пысăк çын пулса виçĕ юман тăррине улăхса ларнă, тет. Унăн сăнĕ тĕм-хура, çӳçĕ вăрăм, тăват куçлă, тет; куçĕсем иккĕшĕ малта, иккĕшĕ хыçалта, тет. Виçĕ алăллă, виçĕ ураллă, тет. Çав ар-çури вăрманта хăй патĕнчен çын иртсе каякана çынăн ячĕпех кăшкăрат, тет; çынни те ăна хирĕç кăшкăрсан ун патне вăрмана шатăртаттарса пырат, тет те, тытса çисе ярат, тет. Говорят, что арçури родился от (незамужней) девушки. Мать, родив его, тотчас же отнесла новорожденного в дремучий лес и там его забросила. После этого он стал рости, и наконец обратился в огромного человека и засел на вершинах трех дубов. У ар-çури совсем черное лицо, длинные волосы и четыре глаза: два спереди и два сзади. У него три руки и три ноги. Человека, который проходит лесом мимо него, он кличет по имени, и если тот откликнется на зов, то арçури подбегает к нему, поднимая треск по лесу, схватывает его и съедает. Чуратч. Ц. Арçӳри вăрманта пурăнать. Вăл хĕр ачасем арçын-ачасемпе вылясассăн пулнă ачаран пулать. Хĕр ача çуратсан, çынсенчен намăс тесе, час-часах ачине вĕлерсе, çынсем сисеччен, пĕр-пĕр çырмана пăрахаççĕ. Хыпаланса вĕсем ачи çине пĕр тăпра пĕрчи те пăрахмаççĕ. Çавăнпа вара: тăпра сапманшăн, кĕлтумасăр вилнĕшĕн, тата хăй ачине хăй вĕлернĕшĕн, çав ача вăрмана кайса арçӳри пулат. Хăйне пăрахнă кун çав арçӳри кăçкăрса çӳрет, тет. Ар-çӳри живет в лесу. В арçӳри обращается ребенок, который родится в том случае, если девушки играют с юношами. Когда девушка родит, то, из стыда перед другими, часто убивает ребенка и бросает его тайком куда-нибудь в овраг. Второпях девушки (оставляют ребенка), не бросив на него ни одной порошинки земли: Поэтому ребенок, так как его не посыпали землею и не отпели, и так как мать убила свое родное дитя, уходит в лес и обращается в ар-çӳри. Говорят, что в тот день, в который его бросили, ар-çӳри ходит и кричит. СТИК. Чăвашсем каланă тăрăх (руссицизм) арçурри çынна питĕ кăтăклат: хăй ахăлтатат, хăй кăтăклат. Арçуррие вĕлерсен ун пĕр тумлам юнĕнчен тата арçурри пулса тăрат. Арçурри вăрманта пурăнат. Пĕрре пĕр çын арçуррие каçпа уйăх çутипе вăрман тăрринче çăпата туса ларнине курнă. Ун аллинче пĕр турат, тет, шĕшлĕ вырăнне. По словам чуваш, арçурри щекочет людей: сам хохочет, а сам щекочет. Если убить арçурри, то из каждой капли его крови нарождается новый. Арçурри живет в лесу. Однажды один человек видел вечером, при свете месяца, как арçурри сидел на дереве и плел лапти. В руке у него был, вместо кочедыка, сучек. Собран. Тата пысăк вăрмансенче ар-çурри пур, теççĕ. Вăл тĕклĕ, тет. Унăн пуçĕ пысăк, теççĕ, куçĕ вир пĕрчи пек кăна, теççĕ. Вăл çынна курсан: „Катьтя пар!“ тесе чупат, теççĕ. Вăл вăрманпа тан, тет. Еще говорят, что в больших лесах есть арçурри. Он покрыт шерстью. Голова у него большая, а глаза лишь с просяное зернышко. Говорят, что если он завидит человека, то бежит к нему и кричит: „Дай мне твои зубки!“ По своему росту он, будто бы, ровен с лесом. Арçури вăл вăрманта пурăнать тата вахăчĕ-вăхăчĕпе вăл лупашкара пурăнать. Вăл этем е пĕччен çĕрте пит аптăратать, вăл йытăран пит хăрать. Ăна йытăпа хăвалаттарсан вăл çине (i. е. çынне?) пит йăлăнса чарма хушать. Арçури живёт в лесу, а иногда и в овраге. Он очень одолевает человека, когда последний один, но очень боится собаки. Если станешь травить его собакой, то он начинает умолять человека, чтобы тот отозвал (унял) собаку назад. Якей. Ар-çури вăл хĕсепсĕр вилнĕ çынсенчен полать; вăсам вăрманта порнаççĕ. Вăрманăн тăват кĕтессинчен тăваттăн тохса кăçкăрса пĕр çĕре похăнаççĕ. Вăсам „онта кама, хăçан, хăш вырăнта хăратмаллине шотлаççĕ. Арçури çынна вĕлермест, анчах хытă хăратать. Люди, умершие неестественною (чувашин перевел: „ненормальною“) смертью обращаются в арçури; они живут в лесу. Четверо их выходят из чеырех углов леса и с криком сходятся на одном месте. Там они совещаются о том, кого, когда и в каком месте пугать. Арçури не убивает человека, а только очень пугает. Шерче-к. Арчури (ita tribus locis scr.) вăл питĕ хăратакан япала. Вăл усал сывлăш. Вăл сарăмсăр вăрманта пачăшка умăнче çылăхине каçарттармасăр, турă юнне сыпмасăр вилнĕ çынтан пулать, теççĕ. Тата калаççĕ: мĕлле майпа вилнĕ, çавăн пек курăнса хăратать, теççĕ: хĕлле сивĕпе шăнса вилнисем çулла та кĕрĕкпе... (hic non lrgitur) çунапа çӳреççĕ, теççĕ; йăвăç айне пулса вилни пĕрех-маях кăçкăрать, теççĕ; йăвăç каснă чух йăвăç çинчен ӳксе вилни йăвăçсене касса, çĕмĕрсе çӳрет теççĕ. Тата хăш-хăшĕ иртсе пыракан çын ятне каласа хыçран чупать, теççĕ. Ар-çури очень пугает людей. Он — злой дух. Говорят, что он происходит из человека, неожиданно погибшего в лесу, без покаяния и причащения. Говорят еще, что он появляется и пугает людей в том самом виде, в каком погиб: те, которые замерзли зимою, ездят и летом в шубе... и на санях; тот, кого задавило деревом, все время кричит; тот, кто, во время рубки, упал с дерева и разбился на смерть, рубит и ломает деревья. Некоторые бегут за прохожими и кличут их по имени. Ib. Çавăн пек виçĕ-тăватă хут тăварса ячĕ ман лашана арчури. Вара эпĕ шукăшласа илтĕм те ĕлĕкхи аслаттесен сăмахисене, кӳлтĕм лашана сулахая, вара киле тул çутăлнă çĕре лăп çитрĕм. Таким образом ар-çури распрягал у меня лошадь раза четыре. Тогда я вспомнил старинные дедовские рассказы, запряг лошадь на левую сторону, и к рассвету доехал до дома. ЩС. Хĕрсем, арăмсем хăйсен ачисене вĕлерсе упашкана пăрахсассăн вăсем ар çӳри пулаççĕ, тет. Если женщина или девушка убьет своего ребенка и забросит его в овраг, то он обращается в ар-çӳри. Собран. 195°. Ар-çури вăрманта пурăнать, теççĕ. Вăл арçури хĕр ача çуратса пăрахнăстерĕнчен (i. q. пăрахнăскерĕнчен) пулать, теççĕ. Вăрманта арçури кăчкăрнипе илтсессĕн хирĕç кăчкăрма юрамаçть: хирĕç кăчкăрсассăн килсе çисе ярать. Кăчкăрсассăн та тăват-пиллĕк хуччен кăчкăрас пулать, вара ар-çури: „Этем ывăлĕ-хĕрĕ мăшкăлать“, тесе пымаçть, теççĕ. Ар-çури живет в лесу. Говорят, что в ар-çури превращается ребенок, рожденный и брошенный девушкою. Если услышишь в лесу крик ар-çури, то на него нельзя откликаться, иначе он подойдет и съест. Если же откликнешься, то надо сделать это четыре или пять раз; тогда ар-çури скажет: „Это люди передразнивают меня“, и не подойдет. Собран. З77. Ар-çурие шыва май тесен пырат, тет, шыва хирĕç, тесен тарат, тет. Говорят, что если ответишь арçури: „По течению“, то он подойдет, а если скажешь: „Против течения“, то он убежит. (Это неверно, см. выше). Ямбулат. Вăл тата йытăран, вут-кăвартан, тăвартан питĕ хăрать, теççĕ. Говорят, что он (ар-çури) очень боится собак, огня и соли. Перв. Тувси. Арçури кӳлнĕ лашана тăварса ярать, теççĕ. Говорят, что ар-çури распрягает у проезжего запряженную лошадь. Ib. Чăвашсем: ар-çури çыпăçсан çăкăр татăки ун енелле утас (= ывăтас) пулать, теççĕ. Чуваши говорят, что если привяжется (на дороге) ар-çури, то надо бросить в него („в его сторону“) куском хлеба. N. Тăпра çын çине лекмесен ар-çури (scr. ара çури) полать. Если на умершего не попадет земли, он обращается в ар-çури. Сред. Юм. Ар-çӳрин тõмтир пõлать, тет; çав тõмтире тõпса тăхăнсан çынна никам та кõраймас, тет, õ вара таçта япала кĕрсе илме те пõлтарать, тет, пĕр пус õкçа тӳлемесĕрех. Çавăн пик пĕр çын вăт чăртнă (i. q. чĕртнĕ), тет те, çывăрма выртнă, тет. Хăй выртнă чõхне пĕр ар-çӳри пычĕ, тет, ăшăнма, тõмтирне астумасăр хăварнă, тет. Кõ çын çав тõмтире тăхăнса темле макаçăнсĕнчен кĕрсе тавар илсе тõхса тем пик пуйса кайнă, тет. Тулккĕ (тул’к’к’э̆) хывса пăрахма йорамас, тет, õ тõмтире. Çав çын пĕре хõларан таврăннă чõхне пит ăшă пõлса õрапа çине хывса хõнă, тет те, çавра çил пычĕ, тет, вĕçтерсе те, ар-çӳри тõмтирне вĕçтерерчĕ кайрĕ, тет. Çавăнтан вара ĕнтĕ халь никам та топаймас, тет, çав тõмтире. Говорят, что ар-çӳри носит одежду, и если кто-нибудь найдет ее и наденет на себя, то сделается для всех невидимым и тогда может всюду входить и брать товар, не заплатив за него ни копейки. Рассказывают, что однажды один человек разложил костер и лег спать. Пока он спал, к огню подошел погреться ар-çӳри, и ушел, позабыв у костра свою одежду. После этого тот человек заходил в самые лучшие магазины, забирал там товары и страшно разботател. Только, говорят, эту одежду снимать нельзя. Однажды, когда этот человек возвращался из города, было очень жарко, и он снял с себя одежду, оставленную ему арçӳри и положил на телегу. Вдруг поднялся вихрь и унес одежду. С тех пор, говорят, никто не может ее найти. Ib. Ар-çӳри çапăннă. Ар-çӳри çапăнса çынна чирлеттерет, тет. Леший натолкнулся. Говорят, что если на человека натолкнется леший, то человек захворает. V. Магн. 247, 112. С. Богатыр., Ядр. Пошăт каснă чох çак çынсен çывăхĕнчех ар-çори кăшкăрма поçларĕ, тет. Кăшкăрать, тет, хăй этем пек, анчах темиçе тĕслĕ саспа та, тет. Когда они рубили лыки, совсем близко от них стал кричать ар-çори. Он, будто бы, кричит по-человечьи, но на разные голоса. Ib. Пĕрре пĕр çын Шопашкара сотăпа кайнă, тет. Пер вăрмана çитсен каç полчĕ, тет. Пĕр çырма патне çитсен лаша омĕнче арçори шори! кăшкăрса ячĕ, тет те, лаша топах тăчĕ, тет, нимскер тусан та каймасть, тет, малалла. „Чим-ха, эпĕ илтнĕччĕ мĕн тумаллине“, тесе каларĕ, тет, çын. Вара йоман патак касрĕ, тет те, ăна çорса çурăкне савăл çапса лартрĕ, тет. Вара арçори: „Ай-ай, ай-ай!“ тесе кăшкăрма поçларĕ, тет. Унтан вара çын савăлне кăларчĕ, тет те, арçори тарчĕ, тет. Как-то раз один человек поехал в Чебоксары продавать хлеб. Доехал он до леса, и наступил вечер. На краю одного оврага вдруг впереди лошади раздался пронзительный крик арçори. Лошадь остановилась, как вкопанная, и ни за что не хотела итти вперед. „Постой-ка!“ сказал человек: „я слышал, что тут надо сделать!“ Он вырубил дубовую палку, расщепнул ее (с конца) и забил в расщеп клин. Как только он это сделал, арçори закричал: „Ай-ай! ай-ай!“ Тогда человек вынул клин, и арçури обратился в бегство. Панклеи. Ар-çури вăл вăрманта çапса пăрахнă çынсанчен полать, тет. Говорят что в „арçури“ обращаются люди, убитые в лесу. Хорачк. Арз’уϱи вы̆л п̚олны̆ без время (siс!) вилнэ̆ с̚ын. Арз’уϱиы полза. С’олда лы̆кра хы̆н’џа вилнэ̆ ҕон т̚оҕат. Арçури — человек, умерший безвременно (т. е. неестеств. смертью). Он обратился в арçури. Ежегодно, в день своей смерти, он показывается (на свет божий). — У М. Ваçильева ар-çури указывается в числе божеств 7-го разряда. || Convicium est in puellam non satis verecundam. Переносно „ар-çури“ означает женщину, похожую в своем поведении на мужчину, нескромную. Череп. Ку хĕр чисти ар-çурри! Эта девка большая безобразница! (ведет себя без скромности, свойственной ее полу). СТИК. Ахтар! арçурри-ĕçке çав! Ах, какая безобразница! || Сред. Юм. Ар-çӳри пик çõхрать. Кричит как „арçӳри“. Так говорят о том, кто очень кричит (пит çõхракан çынна калаççĕ). Абыз. Ар-çури пек сиккелесе çӳрет. Прыгает, как ар-çури (говорят об отчаянном. Çĕн-Кипек. „Вăл (хĕр-ача) арçури пек (арçын ача пек), тĕр тума та пĕлмеçть.“ Она (девушка), как ар-çури (как парень), и вышивать-то не умет. Некоторые говорят, что ар-çури — женщина, высокая, с большими грудями, с волосами до земли. Cf. Paasonen, Csuvas Szójegyzе́k, 5. Ст. Чек. Пăхрăм çул çине. Темĕскер çӳлĕ те хулăн çул çинче тăрат. Хĕр-арăм евĕрлĕ, пĕвĕ ман икĕ пӳ чухлĕ, хыçĕпе ман енелле тăрат, çӳçĕ ура тупанĕ таранчченех. Эпĕ вăл тăнă тĕле çитесси пĕр вунă хăлаçа яхăн юлса чарăнтăм. Мана хай япала ятпа чĕне пуçларĕ. Сасси хăйин ман салтакра вилнĕ юлташ сасси пек. Эпĕ чĕнмерĕм. Виçĕ хуччен чĕнчĕ. Унтан ман еннелле çаврăнчĕ те, ман патмалла ута пуçларĕ. Чĕччисем пăтавкка пек. Эпĕ турра асăнтăм та, виçĕ хут сăх-сăхрăм та яра патăм патакпа. Вăрман шăттăр-шаттăр, шăттăр-паттăр тăват; йывăçсем ӳксе пыраççĕ. Хай япала йывăçсене хирсе вăрман ăшне кĕрсе карĕ. Нумайччен шăттăр-шаттăр, шăттар-паттăр туни илтĕнчĕ. Эпĕ турра сăх-сăхрам та, виçĕ çухрăм вăрмантан тухачченех чупрăм. Хам курнинчен хам тĕлĕнетĕп. Çав арçури мар-им ĕнтĕ? Я посмотрел на дорогу. На дороге стояло что-то высокое и толстое. [Это существо] было похоже на женщину; ростом оно было выше меня вдвое; оно стояло ко мне спиною, и его волосы доходили до пят („до подошв“). Когда между мною и им оставалось около десяти сажен, я остановился. Существо стало звать меня по имени. Голос его был похож на голос моего товарища, умершего в солдатах. Я молчал. Оно назвало меня трижды. Потом (женщина) обернулась ко мне (лицом) и пошла ко мне. Груди у нее с пуловку (малёнку). Я помянул имя божие, перекрестился трижды, да как швырну палкой. Лес затрещал, деревья стали ломаться и падать. Существо скрылось в лесу, ломая (на пути) деревья. Долго слышен был треск по лесу. Я перекрестился и пустился бежать. Бежал я З версты, до тех пор, пока не выбежал из леса. Я и сам дивлюсь тому, что мне (пришлось) увидеть. Неужели это не ар-çури? Ib. Пĕр çын вăрмана лашине кайса янă, тет. Вăрманта çиме пит аван пулнă, тет. Çын килелле кайсанах вăрмантан арçури тухнă, тет те, лашана утланса кустарса çӳренĕ, тет. Лаша каçхине хап-хура шыва ӳксе тавăрăннă, тет. Хырăмĕ çатан (или: кĕççĕ) пек пĕрĕннĕ, тет. Çын тепĕр кунта çавăнтах кайса янă, тет, анчах хăй вăрман (йывăç) айне выртса лапшне куçласа тăнă, тет. Пычĕ, тет, лаша патне арçури. Утланчĕ, тет те, лаша çине, ну кустарса çӳрет, тет. Çын лашине вăрмана хăварса киле тавăрăнчĕ, тет те, ват çынсене каласа пачĕ, тет. Ват çынсем ăна лашин утланакан вырăнне сăмалапа сĕрсе яма шухăш пачĕç, тет. Тепĕр кун çын лашин утланакан çĕрне сăмалапа сĕрсе ярат. Арçури малтанхи пекех лаша çине утланчĕ, тет те, кустарса çӳрерĕ, тет. Каç пулсан арçури лаша çинчен анма пикенчĕ, тет, анчах кучĕ çыпăçса кайнă, тет. Лаша килелле ута пуçларĕ, тет. Хире тухрĕç, тет. Арçури çул тăрăх: „Хире тухсан хир кулли, яла кĕрсен ял кулли!“ тесе макăрат, тет. Арçури макăрнине итлеме пĕтĕм ял пухăнчĕ, тет. Лаша хуçи, лаши карташне кĕрсен, арçурие лаша çурăмĕ çинчен антарчĕ, тет те, хӳринчен тытса тикĕтленĕ пушăпа кутĕнчен: „Ан утлан! ан утлан ӳлĕмрен лаша çине!“ тесе каласа, çаптарчĕ, тет. Арçури çавăнтан вара лаша çине утлану пулмарĕ, тет. Один человек пустил в лес лошадь. Корм в лесу был хороший. Как только человек ушел домой, из леса вышла арçури, села на лошадь и пустилась на ней скакать. Вечером лошадь пришла домой вес в поту. Брюхо у нее до того сморщилось, что стало похоже на плетенку (или: на войлок). На другой день человек пустил лошадь туда же, но только сам лег под деревом и смотрел за лошадью. Пришла к лошади арçури, села на нее верхом, и ну скакать. Человек оставил лошадь в лесу, воротился домой и рассказал (о случившемся) старикам. Старики научили его намазать то место у лошади, где садятся верхом, смолою. На другой день он так и сделал. Арçури попрежнему села верхом на лошадь и пустилась скакать. Когда наступил вечер, арçури стала слезать с лошада, [но не могла], потому что задница пристала к лошади. Лошадь пошла домой. Выехали в поле. Арçури едет и плачет: „В поле выехала — посмешище полю, в деревню въеду — посмешище деревне!“ Вьехали в деревню. Арçури и здесь плачет и приговаривает: „В поле выехала посмешище полю, в деревню въехала посмешище деревне!“ Вся деревня собралась послушать, как плачет арçури. Когда лошадь вошла во двор, хозяин ее стащил арçури с лошади, схватил за хвост, взял намазанный дегтем кнут и давай пороть! Сам порет, а сам приговаривает: „Вперед не езди верхом! Вперед не езди верхом!“ С этой поры ар-çури перестала садиться верхом на лошадей. Ст. Чек. Арçурри чĕччисем мишук пек вăрăм, тет, çӳçĕ ура тупанĕнченех, тет. Чупса кайнă чухне ланк, ланк, ланк, ланк (scr. ланк, ланк, ланк, ланк) туса пырат, тет. Йăт-качăкаран, пушăран арçурри вăл хăрат, тет; пĕрре хĕнесе е касса тумлаттарнă тумлам юнĕнчен темĕн чухлĕ пулать, тет. Ята пĕлет. Шыва хирĕç çын патне пымас, шыва май пусан (= пулсан) час çитет. Çынна тытсан кăтăкласа вĕлерет те, шăлĕ малтине (Iеgе: малти шăлĕсене) кăларса илет. — Шыва хирĕç-и, шыва май-и? — Шыва хирĕç, шыва хирĕç! Груди у ар-çурри длинные, как мешки, а волосы до подошв. Когда она бежит, то груди так и болтаются. Ар-çурри боитоя собак и кнута; если ее прибить или порезать, так чтобы капнула капля крови, то, говорят, из одной капли сделается несметное множество (ар çурри). Она знает имя (человека). Она не подходит к человеку против течения, а если случится по течению, то настигает его очень скоро. Поймав человека, она щекочет его до тех пор, пока тот не умрет, и вынимает у него передние зубы. [Арçурри спрашивает:] „Против воды или по воде?“ [Человек должен отвечать:] “Против воды, против воды!“ Ib. Каттине пар! Дай зубки! [говорит ар-çурри]. Ib. Çăмкка! йăтту пур-и? пушу пур-и? — Пур, пур! Кил-ха кунта, ак парса ярап! Семён! есть у тебя собака и кнуг? — Есть, есть! Иде-ка сюда, я вот тебе дам!

каялла-маялла

тоже, что каялла-малалла. П. Патт. 12. Вĕсем, ним тума пĕлмесĕр, каялла-маялла пăхкаласа илчĕç. КС. Мĕн каялла-маялла шухăшласа тăратăн, тыт та, ту пĕрех хут! Малды-Кукшум. Каяла-маяла, взад и вперед.

кайри

задний, последний, поздний. Трхбл. Кайри ăс мала пулсан (если бы быть предусмотрительнее), пит ăслă пулăттăм. Юрк. Юр ӳксен, кайăксем, кайри ури çине тăрса, йывăçа кышласан, хĕлле юр тарăн пулат. N. Кайри кĕр-куннене юлнă тырăсем тăкăнса пĕтнĕ. Сред. Юм. Кайăк хурсем кайнă чухне: кайри мала пултăр! тесе, кăшкăраççĕ. Собр. Кайри мала, теççĕ. (Послов). Пазух. Кайăк хурсем каяççĕ, ай, картипе: кайри мала! тесе, ан калăр. Тăван, эпир кунтан, ай, кайсассăн: умăнтан хыç (т. е. киличчен килменни авантарах пулĕччĕ) тесе, ан калăр. Изамб. Т. Пирĕн юлташ пиртен малтан курчĕ те: кайри мала! терĕ. Ухмах, апла ан кала, терĕ тепĕр юлташ. Апла каласан: ман нушана кур! тесе калаççĕ (гуси), тет, терĕ. || Так называют покойников, умерших не крещенными. НТЧ. Кайри тесе, вĕсем (чуваши) тĕне кĕмесĕр вилнĕ çынсене калаççĕ. См. ĕне ырри. ||Назв. киремети. ГТТ. Кайри (Тĕрлемес киремечĕ). Çăкалăха кайнă çĕрте, аслă çул хĕрринче, Йĕршер, Паймит сăртĕнче ĕлĕк тĕне кĕмен киресĕр çынсене пытарнă, тет. Çавсем тĕне кĕнĕ чăвашсене халĕ ялан сиен тăвасшăн пулса çӳреççĕ: чир-чĕр яраççĕ çилне е çапăнаççĕ (тет).

кайăкла

дикий; дико. Юрк. N. Кайăкла пурăн. МПП. Кайăкла этем — дикарь. N. Сивве тӳсеймен кайăклах ĕнтĕ вăл. || Назв. игры. Сред. Юм. Кайăкла выляс; кайăксĕм пик йăва туса выляççĕ. N. Кайăкла выляни. Пĕр-пĕр аллăм, ик-ик аллăм, виç-виç аллăм, тăват тăваш, пилпĕк пилеш, улттă улса, çиччĕ çилме, саккăр сăлма, тăххăр тăрма, вуннă ваçми. Пурте çĕре лараççĕ; пĕри вĕсене сума тытăнат, пĕр хĕрĕнчен тытăнса, тепĕр хĕрне çитиччен. Хăшне: вуннă ваçми, тесе калат, вăл кайăк пулат; хăшĕ чи хыçала юлат, вăл йытă пулат. Ăрамăн ик хĕррине икĕ йăва тăваççĕ. Пурте тăраççĕ вара çав йăвине. Йăтта юлнă ăрамăн пĕр хĕрринчен тепĕр хĕррине çитиччен хăвалама тытăнат. Вăл йăвине çитиччен хăшне çитсе тытат, вăл та ăна юлташ йытă пулат вара. Вĕсем çапла пурне те тытса пĕтереççĕ; хăшĕ чи хыçала, тыттармасăр, юлат, ăна вара эрттелпе тытса, хăлхине кăшкăраççĕ: а-а-а! тесе. Вара вăйă пĕтет. Çĕнĕрен тытăнаççĕ вара выляма.

каварлă

состоящий в уговоре (с кем). N. Вĕсем пĕр каварлă тăмалла пулнă.

какаклат

гоготать. С. Айб. + Хур-кайăксем пыраççĕ картипе; вĕсем какатлатса каяççĕ.

какăрăл

(кагы̆ры̆л), голодать. Хурамал. Выçă какăрăлса (аптраса) лараççĕ-ха вĕсем. Они сидят голодные (им есть нечего). Тюрл. Выçă какăрăлса ларать (о голодном). Зап. ВНО. Пит какăрăлтăмăр. Мы очень голодали. СПВВ. ИФ. Какрăлса выртас, выçă выртас; вилнĕ çынсем какрăлса ( = какăрăлса) выртаççĕ. || КС. Какăрăлса ларат (закинув голову далеко назад, так что адамово яблоко выдается наружу). || Издохнуть. КС. Какăрăлса выртрĕ, издох.

кала

говорить, сказать, рассказать. В. Олг. Мĕн калатăн? Что скажешь? К.-Кушки. Хăш чух ик-виç сăмах калан та, пĕтсе те ларат. Скажешь иной раз два-три слова, и конец. Хурамал. Манран каласа пултăр, килме каларĕç: каятни, каймастни. Мое дело только сказать: велели притти, пойдешь или нет (это меня не касается). N. Он пек каламаççĕ пирĕн. Этого оборота у нас (в нашем говоре) нет. N. Эс апла никçан та ан кала (не скажи, не употребляй этого слова; «эс апла никçан та ан калаç», значило бы: «не говори в этом духе»). Юрк. Калама та çук (нечего говорить, что...; разумеется), ку вырăна часах çакланма (попасть) ĕмĕт тăвас çук (нельзя). Ib. † Сарă ачапа выля-выля, аллăм çыххи татăлчĕ. Аннене курсан, ан калăр. Калăсăр, калăсăр, калике (пусть вы скажете), манит парăп, хăтăлăп (избавлюсь от наказания). Трхбл. Пĕрре, иккĕ, вуниккĕ; кам каларĕ вуниккĕ? — Эп каларăм вуниккĕ. N. Эпĕ вĕсем Д. çĕрне каяс тесе каланине (как они говорили о том, что отправятся) илтсеттĕм. Якейк. Эс тем те калăн! Ты скажешь! (т. е. ты выдумаешь не знаю что). Сред. Юм. Калама тытăннă сăмаха каламас, вилме выртсан, час вилмес, тет. (Поговорка). Юрк. Çыруçă, вырăс çырăвĕнче ун пек паллăсене калама вĕреннĕскер, лешсем: «бзав», тесе калама хушсан, малтан ку, вăтанса, каламасăр тăрать (молчит). Изамб. Т. Унăн суккăр арăмĕ ултă ачипе тепле пурăнĕ. — Ан кала та (что и говорить)! ун пек ачасемпе юлакан арăмсĕм нумай пулĕç. N. Ăна паçăрах каламалаччĕ те... Это надо было сказать еще давеча. Сред. Юм. Ман çинчен: о çапла çӳрет (поступает, ведет себя), тесе кала пĕрех (попробуй-ка сказать про меня...), вара туйянан ху валли йыт çимен патакка. Ib. Ман çинчен он пик каланă пол (попробуй-ка сказать так про меня), çӳçна (= çӳçне) пĕр пĕрчĕ йолмиччен çăлса пĕтерĕп! Ib. Калас-калас тенĕ сăмахсĕм порччĕ, тăта çапах чарнса тăтăм. У меня были такие вещи («слова»), которые я непременно хотел высказать, но я удержался. N. Иван эсĕ мана Хусанта пурăнма хăварасшăн маррине килсе каларĕ. Иван сообщил мне, что ты не желаешь, чтобы я оставался в Казани. Регули 517. Вал каларĕ: килеп, тесе. Он сказал, что придет. N. Каласан та, ĕненес çук; вăл çапах та суя мар, чăн пулнă. Трудно этому поверить, и все-таки это правда! N. Уна каласси те çук. Об этом нечего и говорить, сеIаvа sansdire. Качал. Хай сысна тухрĕ ятлаçма: халĕ çатăп (= çиетĕп) сана; миçе калас сана: ан яр, тесе? (сколько раз тебе говорить, чтобы ты не пускал сюда коров?). N. Эп вунçичĕ пус укçа тупрăм! — Ан кала, пуйрăн! N. Кун пек вăрçă пулнине каламаççĕ. Не слышно, чтобы когда-либо была такая война. Карм. † Утçăм анмасть тарăн çырмана, чун тӳсеймест хытă (грубо) каласан. || Велеть, повелеть; советовать. Регули 11. Эп ăна килме каларăм. Я ему велел притти. Ст. Чек. Эп нумай калаçмастăп: пĕрре каласа тунă пултăр. Я долго не разговариваю: раз сказано (приказано), и должно быть сделано. Альш. Никамран ыйтмас-тумас вăл кун, никам каласса пăхмас (девушка): Микула кунĕ кĕвĕ каламала, тет те, утат. N. Епле торах каларĕ-ши мана пор çĕре те çитме! Регули 1069. Апай илме каланăшăн (каланăран) илтĕм. Т. Ку тĕттĕмре малала кайма каламăттăм эпĕ сана. В такую темь я не советовал бы тебе итти (ехать) дальше. Байгул. † Атте каларĕ хĕр пăхма, саррине те, вăрăммине, çӳç хĕрри кăтрине; ури çине пус, терĕ, хĕрне намăс ту, терĕ. Якейк. Тор ан калатăр (не приведи бог) онта порăнма! || Называть; упоминать. Утăм 1928, 76. Чăвашсем те япалана (предметы) пĕр пек каламаççĕ. Николаев. Çулăн пĕр енне калакан вырăн тăваççĕ. Çав вырăнта тăракан ушкăн тепĕр ушкăнтан кама тытмаллине канашласа хурат. Унтан тытма(л)ла ача ятне калаççĕ те, хăвалама тытăнаççĕ. N. Çав çын эпир калакан вырăнта пулнă. || Поучать, насталять. О сохр. здор. Ăна каласа вĕрентекен çук. Его некому научить, на ум наставить. || Полагать, предполагать. Ау 9°. Мана мĕншĕн кун патне илсе килтĕн? эпĕ ху валли тĕр, тесе каларăм, тесе калать, тет. || Играть на музыкальчом инструменте. Собр. † Тăмра илтĕм калама; тăмра кала пуçларĕ, инкесем ташлама пуçларĕç. Альш. Тата тепĕрне калакан шăпăр (под музык. инстр.) пиллесе хăварат, тет (старик, умирая, оставил в наследство третьему сыну...). Богдашк. † Купăс купăс калас пур, пĕр хĕлĕхне татас пур. || Играть т. е. издавать звук (о музык. инструменте). Бугульм. † Кали-калами купăсна калаттарсам лайăхрах. Поиграй-ка получше на твоей кое-как играющей скрипчонке. || Петь (в хороводах). Яптик. † Хурăн-варта хур пусрăм, вăрă тесе ан калăр; вăй пуçласа каларăм, шухă тесе ан калăр. Якейк. Тăхлач, йорлам, мĕн паран? Хреслĕ тенкĕ паратни? Эп илесшĕн каламас (= каламастăп). Альш. † Калăр, хĕрсем, хытăрах, вăй иртесси инçе мар. || Причитать, приговаривать. Макт З4. Качча каякан хĕр каласа йĕрекен сăмахсем. Шинар-п. Акă хăйсем мĕн кала-кала хуйхараççĕ, тет. || Обещать. Хуратл. См. ункай. || Отвечать (урок). Орау. Паян эп арихмеччик каларăм (отвечал). || Быть достаточным, доставать. В. Олг. Тата ху (положи) пĕр ластăк (немножко), каламаст-ха (не хватает на всех). || Стать достаточным (о вкусе). ЧП. Пирĕн сăра пит аван, пĕчĕкçĕ хăмла каламан (в ней маловато хмеля). Актай. Сĕт ямасăр шурă, тет, çу ямасăр тутлă, тет, тăвар ямасăр калат (и без соли солоно), тет. Сорм-Вар. Ку шӳрпене тăвар каламан (не досолена). СПВВ. Астивсе пăх яшкана, тăвар калать-и? К.-Кушки. † Пирĕн яшка пит аван, пĕчĕкçĕ тăвар калайман. || Отзываться (на вкус или на запах). Вирйал. † Пĕрне (один из калачей) çисе пăхрăм та, шерепет тути каларĕ. N. Шу тути калать. Имеет водянистый вкус. Ст. Айб. † Кăшт тутанса пăхрăм та, шерпет тути каларĕ (мед); кăшт чуп туса пăхрăм та, тути тутлă каларĕ (у парня). Юрк. Тĕтĕм тути каламас. Не отзывается дымом. N. † Çырлисем калĕç çĕр тути. (будут отзываться землею), пирĕн тăван калĕ пыл тути.

калаç

(калас’), разговаривать, беседовать; сговориться, поговорить. N. Эсĕ унпа пĕртте калаçмăсăнччĕ, тетĕп эпĕ. — Мне было бы желательно, чтобы ты не говорил с ним. Артюшк. Кусем (утки) пĕр йăвара ӳснĕ пек калаçаççĕ, тет. Ала 81. Çĕлен çăварне уçрĕ, тет те, калаççа ячĕ (заговорил), тет: килях, старик! тесе каларĕ, тет. Нюш-к. Калаçман калаç пулнă, тет, чĕнмен чĕкеç пулнă, тет. (Совет молчать. Послов.). Т. Григорьева. Чĕлхе вĕç кĕçĕтсен, калаçман çынпа калаçат, теççĕ. (Примета). Якейк. † Калаçмасăр-тумасăр ĕмĕр иртмест, теттĕр-и? Альш. Çӳлти касра та, Армань кассинче, лайăх пусă (колодец) пурринех калаçмаççĕ (не слыхать чтобы был.). Перев. Çав сăмахсене кашкăр калаçса тăнă чух... Ашшĕ-амăшне. Лисахви ĕненмесĕр: ай, ан калаç! (не может быть), тесе кăна хунă. Орау. Санпа мĕн калаçан, санпа калаçмалли çук, эс ăçта! (про тебя и в Москве «в кулак свищут»!). СЧУШ. Чăххăн çуркуннехи чи малтанхи çăмартине ытла нумай калаçакан çынна çитерсен, чăхă нумай çăмарта тăват. Регули 768. Калаçаççĕ: ыран салтаксам конта килеççĕ, тесе. N. Кам мĕн пĕлет, çавăн çинчен калаçса ларать. N. Кашни хăйăнне калаçса ларать. Альш. Тумтир те, чĕлхе те, калани-кулни те пĕрех (те же самые). Орау. Кунтах юлас тен (хочешь) пулсан, эп калаçса пăхăп (попробую попросить). N. Эпĕ пĕр вăхăтрах темиçе тĕслĕ чĕлхепе калаçма пултараймастăп, пĕр тĕслĕ чĕлхепе калаçма пултарап. Я не могу говорить сразу по-всячески, а говорить на одном языке могу. Якейк. Мари лешеккинчи унтрипе мăн-контанпа калаçса порнать (любезничает). Ib. Вăл онпа калаçать. || Договариваться, уславливаться, торговаться, рядиться. Чăв. й. пур. 26. Халĕ те хăй çăкăрне çимест; хĕлле, вак касса, çăкăр пухмалла калаçать те, ялан çавна, пĕчĕкçĕн-пĕчĕкçĕн пухса, çисе пурăнать. Янтик. Эпир çак лашана калаçаппăр та, ытла хаклă ыйтать хуçи. — Унпа пит лайăх калаçса илес пулать (поторговаться), вĕсем пит хаклă ыйтаççĕ. Альш. Сăмавар лавкки умне пырать те, калаçать сăмавар (торгует самовар). М. Тув. † Манăн савни ял урлă, калаçасси çын урлă. Якейк. † Йори калаçрăм хора хĕрпе — утсам панче çăвăрма (= çывăрма). Ашшĕ-амăшне. Калаçнă укçана хăна тытса юлмарăн, йăлан вăхăтĕнче тӳлесе тăтăн. Хурамал. Çаран калаçма килтĕмĕр (торговаться). Ib. Çаран калаçса килтĕм (= çарăн илсе килтĕм). Я, сторговал луга. Шибач. Пошăт калаçма килтĕмĕр (торговать лыки). Такмак. Пирĕн (Иван) пичче ывăл авлантарать. Пуян (Микки) хăта хĕр парать: сумасăр укçа панă, виçмесĕр пыл калаçнă. Ягудар. Калаçмаст. Не рядится. || Выговаривать. Юрк. Тăла вăл-ку таврашĕнчен сăпăн тума пустав-тăла та пĕр вунпилĕк аршăн калаçаççĕ (выговаривают). || Сватать невесту. N. Калаçса яр, просватать; калаçса кай, калаçса кил, засватать. Кильд. Çапла вара Иван, чипер Евгение манса, урăх хĕр калаçнă, тет.

калаçкала

учащ ф. от гл. калаç. М. Сунч. Эпир çапла вĕсем вăрмантан юпа касса килечченех калаçкаласа тăтăмăр. N. Ывлăм, эсĕ чипер калаçкала (не болтай глупостей), ухмах, хĕрт-сурта юмăç карчăкĕсем анчах кураççĕ!

калам-кун

калам-кон (к̚ун, к̚он), «Трехдневный праздник у чуваш: в Лазареву субботу, в великий понедельник и среду». Начерт. 99. || Пасха (т. е. первый день п.). СТИК. «Калăм-кун — пасха (говорят только старики и старухи). || Лазарева суббота? Якейк. Калăм — Лазарева суббота (= мăн калăм). Калăм каç ват стариксем, карчăксам киремете пуççапма, çынсене тохатма çирмесене (так!), йăвăç котсене каяçç. Калăм ыран тенĕ чох пĕр япалашне хĕрĕх пĕр йопаран çĕçĕпе (згс. çиçĕпе) е портăпа хĕрĕх пĕр торпас касса илеççĕ. Онта йăтă пăх, хăмла, тăвар, талпиçен, сала-кайăк пăх хораççĕ те, калăм-кон, тол çутăличченех, хăмла вырăнне кайса, çонтараççĕ. Çапла тусан вара хăмла лайăх полать. Калăм-кон никама та ним те памаççĕ. || В след. примерах значение сл. не выяснено. Т. IV. Калăм-кун йĕке курсан, вăрмана кайсанах çĕлен курат, теççĕ. N. Калăм-кун. Пирвай шăматкун пулат. Мункун эрнипех пулат. Онтан юн-кун, ыран мункун тенĕ чух (siс!). Калăм ваттисем çӳреççĕ, вĕсем пур япаласене йăтса (?) каяççĕ. Кĕпе тӳмисене, пиççиххи татăкĕсем илеççĕ, вилĕ вар пуçне каяççĕ. Унта вĕсем шăтăк алтаççĕ те, калаççĕ: пуç ыратат! вар ыратат! Тепри: ай, чикет! тет. Çапла каласа, чикеççĕ (зарывают) вĕсем макăрса. Вăл пулат (исполняется): хĕн куракан сывмар пулат. Калăм-кун кил шăлтармаççĕ, кил шăлсан, çурта шăна шăлат (толат?), теççĕ; çăнăх алласан, тырă çатăрка пулат, теççĕ. Йĕке пытараççĕ; йĕке пытарсан, калăм-кон, çĕлен курăнат, тет. Арча уçма каламаççĕ: уçсан, пӳрт çине çил сирсе каят, теççĕ. Япалана татса каяççĕ, вĕсем вил вар пуçне кушак пулса каяççĕ. Вил вар тесе, тупăк тунă юлашки йывăçсене тăкнă çырмана калаççĕ. Бел. Гора. † И хура та чĕкеç, мерчен куçлă, калăм-куна çитсессĕн юрă юрлĕ.

калăп

(калы̆п), внешняя форма, фигура. Курм. Лаша калăпĕ (форма). Ст. Чек. Ку лашанăн калăпĕ пысăках мар (она не крупной величины). Ib. Калăпĕ илемлех мар (о лошади с некрасивым туловищем). || Площадь (в геом.). Эпир çур. çĕр-шыв. 14. Пирĕн анкарти тăршшĕ 24 чалăш, урлăшĕ 16 чалăш та 2 аршăн. Калăпĕ вара лăп пĕр утăм (400 тăваткал чалăш) пулать. Ib. 27. Пирĕн уес калăпĕ виçĕ кĕтеслĕ япала евĕрлĕ. || Колодка для плетения лаптей, болван для шапок; форма для кирпичей. Зап. ВНО. Пĕр вĕçĕ виç кĕтеслĕ, тепĕр вĕçĕ тăват кĕтеслĕ; пĕлсен те калап, пĕлмесен те калăп. (Лапотная колодка). || Вомбу-к. Хальхи те ĕлекхи те пĕр калăпах лараççĕ вĕсем (на одну колодку, т. е. на одну стать).

каллех

опять, еще. См. каллах. N. Вăл каллех килчĕ. Юрк. Пĕри, асли, Митук ятлă пулнă, вăталăххи Карачăм, виççĕмĕшĕ Хĕветке. Вĕсем хыçĕнчен тата икĕ хĕр ача пулнă чи кĕçĕнни каллех Çумаркка ятлă ывăл пулнă.

канас

безделье, покой, комфорт. Орау. Канаса пăхаççĕ. Ищут легкой работы, безделья, покоя. || Покойно; без дела. N. Вĕсем пурте ĕçлемесĕр, канас тутă пуранаççĕ. ЧС. Лаша тĕлĕнчен чӳнăмăр канас пулмарĕ иккен! (Говорит больной о лошади). || Орау. Ытла канас хăтлантăн-çке эсĕ?

кантăр

(канды̆р), конопель, конопля. См. пуса. Цив. † И, кив кантăр, кив кантăр, сыппи таран çĕн(ĕ) кантăр; кунтан вăйă иртсессĕн, арăмсенĕн чун кантăр. Изамб. Т. Пукрав вăхăтĕнче шыва кантăр хутаççĕ (мочат). Ала 106°. † Анат Явăш (деревня) хĕрĕсем, хĕрĕсем кантăр ăшĕнче чопаççĕ. Упнер. Чувашин, говоря о прежнем еловом лесе, сказал что он «Кантăр пак ларатьчĕ» (т. е. был очень густ). Сред. Юм. Кантăра татса çапсан, шывва (так!) кайса хотаççĕ, вара о пĕр виç эрнерен полат («смягчается и белеет самая кудель»). Изамб. Т. Арçынсем кĕлте кӳртнĕ чухне хĕрарăмсем кантăр татаççĕ. Питушк. Кантăр: варĕ, вăтамми, лапрашки. Пшкрт. Различные сорта кантăр: 1) лапрашки, 2) вы̆дам, З) кочы̆βос, 4) варбос. Сĕнтĕр вăрри. Чăваш халăхĕ тырă-пулă акса тума пуçласан, çав вăхăтрах сӳс-кантăр та акса тума пуçланă. Кантăр, тата йĕтĕн акса ӳстерес çĕрте çурхи тырпа шутланса тăрат. Кантăра çуркунне, çурхи тырра акса пĕтерсен тин, акаççĕ, майăн 20-мĕш кун телнелле, мĕншĕн тесен, иртерех аксан, кантăра сивĕ лекме пултарат. Кантăр валли ытти тыр пек мар, питĕ çемçе ана кирлĕ, çавăнпа кантăр валли ăрасна ананăн пĕр пуçне тислĕк ытларах тăкса çемĕçтерсе акаççĕ. Кантăр вырăнне пурте пĕр еннелле тума тăрăшаççĕ, мĕншĕн тесен кантăра çуртри вырса пĕтерсен тин татаççĕ те, сапаланчăк пулсан, кӳтӳ (?) ватса пĕтерет, теççĕ. Кантăра аксанах, çерçисем питĕ çинипе, ани çине хăратмаллисем туса лартаççĕ: ан çитĕр, тесе. Çапла кантăр пĕр виçĕ уйăх хушши ӳсет. Çемçе вырăнлă çĕрте çынран та çӳлĕрех пулат, хытăрах çĕрте кĕске пулат. Ӳссе çитерехпе кантăртан пуса уйăрăлат (пуса — вăрăсăр). Пусана ыраш вырса пĕтерсен татаççĕ. ЬIраш ир пулман чух, ыраш выриччен татаççĕ. Кантăра çуртри вырса пĕтерсен тин татаççĕ. Кантăра та, пусана та, татсан, ани çинчех тымарне пуртăпа татаççĕ, вара киле анкартине тиесе кĕреççĕ. Анкартинче кантăра купа туса хураççĕ, çапиччен: пуçĕ шантăр, тесе. Кантăра пĕр-ик-виç хут çапаççĕ. Малтанхи хут çаппипех кантăр кипенки ӳксе пĕтмеçт. Çапса пĕтерсен, кантăра та, пусана та, йĕтĕне те, икшер ывăшăн тытса, мунчалапала е улăмпа çыхаççĕ. Çыхса пĕтерсен, кантăра та, пусана та, йĕтĕне те, сулă туса, кӳлле кайса хутаççĕ. Сулă тунă чух кантăрне ăрасна, пусине ăрасна, тата йĕтĕнне те ăрасна тăваççĕ, мĕншĕн тесен кантăрĕ пусапа танах пулса çитмеçт, йĕтĕнĕ тата шывра иртерех пулат. Чылайĕшĕ йĕтĕне, тата пусана шыва хутмаççĕ, мĕншĕн тесен йĕтĕн часах çĕрсе кайма та пултарат. Шыва хутман чух йĕтĕне те, пусана та курăк çине анкартине е улăха сарса пăрахаççĕ те, çăмăр çунипе çавăнтах етĕн пулса выртат. Кантăр шывра З — 4 эрнене яхăн выртать, пуса 2 — 3 эрнерен мала (больше) выртмаçт. Кантăра та, пусана та, йĕтĕне те хутсан, шыва лайăх путарма тăрăшаççĕ, мĕншĕн тесен, шыв илмесен, çелти (çиелти) пулмасăр тăрса юлса, тикĕс пулмаçть. Шывран кăларсанах, пуса-кантăра шывĕ сăрхăнма купа туса хураççĕ. Пĕр-икĕ эрне иртсен, киле турттарса каяççĕ. Килте, кашта туса, кашта çине анкартине çакса яраççĕ те, хĕл каçиччен çакăнсах тăрат. Мункун иртсессĕн, çимĕк çитиччен хĕр-арăмсем кантăр тылама пуçлаççĕ. Кантăр пусана, тата йĕтĕне малтан хĕвел çине сарса хураççĕ те, типсе çитсен тылаççĕ. Кантăр, пуса, йĕтĕнсене çакăн майлă тылăпа тылаççĕ. Тыласан, пилĕкшер çурăмăн çыхса хураççĕ; ă тем теççĕ. Чухăн пурнакансем кĕркуннех, арлама сӳс çукки пирки, мунчара типĕтсе, тыласа арлаççĕ. Кĕркунне авăн çапса пĕтерсен, пухрав (так!) вăхăтĕнче сӳс тӳме пуçлаççĕ. Хăш-хăш çуркуннех тӳсе хураççĕ. Сӳсе тăватшарăн, тата пилĕкшерĕн кисĕппе тĕвеççĕ. Сӳс тӳмелли кил (килĕ) — йывăçран тунăскер, çӳлĕшĕ пĕр метр тăрăш пур. Ĕлĕкрех кисĕппе тĕвиччен катмакпа тӳнĕ, теççĕ ваттисем. Сӳсе, тӳсе пĕтерсен, шăртлаççĕ. Шăрт — сысна шăртăнчен тунăскер çакăн пек формăлă. Сӳсе мĕн пурĕ, З хут шăртлаççĕ. Малтанхи хут шăртласан, пысăкки тухать (сӳсĕн çелти пысăк сӳсĕ). Иккĕмĕш хут шăртласан, çинçи теççĕ. Вăл питĕ лайăххи, унтан лайăххи урăх çук. Сӳс тӳсе пĕтерсен, ноябĕр уйăхĕнчен пуçласа, çăварни иртиччен, кĕнчеле арлама пуçлаççĕ. Пĕчик хĕрачасем, пĕр çичĕ çула çитсен, кĕнчеле арлама пуçлаççĕ. Малтанах пĕчик хĕр-ачасене пысăккине арлаттараççĕ. Çемьере хĕр-ачасем пулмасан, арçын-ачасене те арлаттараççĕ. Арçынсем ĕлĕкрех нумай арланă. Вĕсем хĕрсем пекех, килĕрен ларма кайса пĕр-пĕрин патне, авăрланă (так!). Хальхи вăхăтра арçынсем сахал авăрлаççĕ. Авăрланă çипписене хутăр-йывăççи çине (на мотовило) хутăраççĕ. Хутăр-йывăççи пĕр метр çурă тăрăшшĕ, икĕ вĕçĕнче урлă пĕр-ик шитлĕ патакран тунăскер. Хутăр хутăрнă чух мĕн чул пулнине шутлаççĕ, ăна ӳкĕм теççĕ. Ӳкĕме тăватшар пĕрчĕн çирĕме çитиччен шутлаççĕ. Пĕр хутăрта çакăн пек ӳкĕмсем: пысăкрах çиппе 5 — 7 ӳкĕм тăваççĕ; çинчереххине 10 — 18 ӳкĕм тăваççĕ. Çакăн пек хутăрсем хĕл каçиччен лайăх арлакан 30 хутăр таран авăрлат, начартарăххи 15 — 20 хутăр, пĕчĕк хĕрачасем 7 — 10 хутăр. Чăваш хĕрарăмĕсем хĕллехи кунсене пĕрмай кĕнчеле авăрласа иртереççĕ. Пĕр каçра З — 4 йĕке авăрлаççĕ. Çăварни çитме пуçласан (çăварни ир килмен чух, çăварни умĕн, çăварни иртерех килнĕ чух, çăварни хыççăн) çип çума пуçлаççĕ. Малтанах çиппе тăршыпа кивсе чӳхесе тăкаççĕ сурчăкĕ тухма; ăна çип сурчăкĕ кăларни теççĕ. Вара, пĕртик типсе çитсен, йăрхах çине пĕр пуçне хутăра тăхăнтараççĕ те, туртаççĕ чăсма. Ун хыççăн пит çăра кĕл шывĕ туса хатĕрлеççĕ те, çав кĕл шывĕ çине чиксе кăларса кантăра çине хураççĕ. Пурне те чиксе кăлараççĕ те (пĕр 15 — 20 хутăр пĕр кăмакана), вара кăмакана хываççĕ. Çунса каясран, вут хутса çунтарсан, ялан çăкăр пĕçереççĕ. Çăкăр тухсан, кăмакана пăртак улăм йĕпетсе хураççĕ кĕтессисене, çип çунса каясран, вара çипе хываççĕ. Çип кăмакара пĕр талăк выртат, тепĕр кун тин кăлараççĕ. Çип хывнă кун, çип хывакан çын патне хора çын пырсан: çип пиçмест, тиеççĕ. Сарă çын пырсан: сарă çын пек пиçет, теççĕ. Çипе хывнă вăхăтра яланах: çип хыватăп, çип хыватăп, шурă пул, шурă пул, акăшсем килнĕ, вĕçсе çӳреççĕ, хуларан çын килнĕ, шур хăмачĕ çиппи çӳретет, тесе калаççĕ. Тепĕр кун çума каяççĕ. Çунă чухне лайăх кĕлне çуса ямасан, тĕртнĕ чух канчĕр; çавăнпа лаях çума тăрăшаççĕ. Çиппине çусан, типĕтиччен хутаççĕ: тĕртнĕ чух яка, лайăх пултăр, тесе. Хутасса çапла хутаççĕ: пĕр витре шыв çине çăмартапа тата сĕт яраççĕ те, çав шыв çине чике-чике кăлараççĕ. Ăна тепĕр тĕрлĕ çип çемĕçтерни теççĕ. Çиппе çемĕçтерсен типĕтеççĕ. Типсен, çăмхалама пуçлаççĕ. Хутăр çăмхаламалли ярăн-йывăççи. Хутăра кăшкар çине çăмхалаççĕ. Çăмхаласа пĕтерсен, çак çипсемпе пир кумма пуçлаççĕ. Пир куммалли сӳрекке, пĕр 8 аршăн тăршшĕ, икĕ вĕçне шăлсем лартнă, пĕр вунă шăла çитиччен. Кумасса икшер çипĕн, е тăватшарăн кумаççĕ, мĕншĕн тесен икшер çипĕн уйăрса çилине тăхăнтараççĕ. Кумса пĕтерсен, çилине çыхса лартаççĕ те, кунча тума пуçлаççĕ. Кунчаласа пĕтерсен, пир витĕрме пуçлаççĕ. Пир сăтанĕ пирĕн патăрта хальхи вăхăтра икĕ тĕслĕ, анчах иккĕшĕ те пĕр майлă. Виççĕмĕш сăтан ĕлĕкин пĕк (!) пĕр вырăна пăта çапса шăтарса лартмалла; анчах ку аванах мар, мĕншĕн тесен пĕр вырăнтан тепĕр вырăна сиктермелле). Пир витĕресси, тата тепĕр тĕслĕ пир кăнтарасси теççĕ. Уна малтан çилинчен ĕретпе мăшăрăн илсе пырса кĕр витĕр илеççĕ. Кĕр витĕр илнĕ чухне пĕрер çипĕн илеççĕ, пĕр мăшăра пĕр çиппине малти кĕртен, тепĕр çиппине кайри кĕртен илеççĕ те, мăшрипе вĕçĕнчен çыхса лартаççĕ. Вара хĕç витĕр илеççĕ те, хăйă çине тăхăнтарса, хивсерен çиппе çыхса лартаççĕ те, тĕртме пуçлаççĕ. Лайăх тĕртекен хĕрарăм кунне пĕр 12 аршăн тĕртет, тепĕр тĕслĕ каласан: икĕ хутăр та çурă, иккĕ тĕртеççĕ. Çавăн пекех тĕртеççĕ ăратнене те, анчах унта тăват ура пусси, тăват кĕр. Ыттисене пурне те çавăн пекех тăваççĕ. Тĕртсе пĕтерсен шуратма пуçлаççĕ. (Сообщ. А. Максимова). || Фамильное прозвище в с. Альменеве, б. Асакас. в.

карас куçĕ

ячейка в вощине. Белле хурчĕ. Çав ӳчĕ хушшинчен нухрат пек çӳхен тухнă ăвăса вĕсем чăмласа çемçетеççĕ те, çыпăçтара-çыпăçтара, ултă кĕтеслĕ шăтăксем туса, карас тăваççĕ. Уна чăвашсем карас куçĕ, теççĕ. Пшкрт. Карас коç, ячейка сота.

карă

паутина. Рукоп. календ. 1908. Вăл хуртсем карă ăшĕнчен тепĕр çуркунне тухса çулçăсене çиме тытăнаççĕ. Вĕсем пурри туратсем хушшинче карă нумайран паллă.

карта пăтти

(поăττиы, пы̆ττиы), назв. моленья. Коракыш. Тата карта пăттисем тунă; пĕçерсен, хăйсем çиеччен, хĕрт-сурта парас тесе, кăмака çине (так!) пăрахнă. С. Алг. Спасибо Шĕкĕр турра, выльăха-чĕрлĕхе лайăх алла илтĕмĕр; виçĕ выльăх-чĕрлĕхшĕн карта пăтти чӳклетпĕр. Çырлах, амин! Кĕсри хыççăн тихи чуптăр, ĕни хыççăн пăрушĕ чуптăр, сурăх хыççăн путекки чуптăр. Çырлах, амин! (Моленье). КАХ. Пирĕн выльăхсем пыйтланнăран, тата чипер тĕрĕс-тĕкел пурăнччăр тесе, çӳллен выльăхсемшĕн карта пăтти чӳклеççĕ. Т. VI. 46. Кĕрхи сăра иртсен, карта пăтти чӳклеççĕ. Карта пăтти хыççăн вута мимĕр килĕшпе чӳклеççĕ; унтан шыва икĕ мимĕр чӳклеççĕ те, вăл йĕрке пĕтет вара. ЧС. Пĕрре анне карта пăтти пĕçерчĕ. Пăтта антарса куç хыврĕ. Ib. Вĕсем карта пăттине: выльăхсем вилсе ан пĕтчĕр, тесе, чӳклеççĕ. N. Тата карта пăтă (siс!) чӳклеççĕ: виçĕ тĕслĕ выльăхшăн картара чӳклеççĕ. Картана вут хураççĕ, пăттине лартаççĕ, виçĕ пашулу (так!) хураççĕ, виçĕ çӳхӳ хураççĕ. Унтан ĕçлĕкне хул-хушшине тытат, турра кĕлĕ тума тапратат: виçĕ тĕслĕ выльăха виçĕ картана хупма пар, турă. Тĕкĕнчен-çӳçĕнчен тӳлĕтĕр (чит. тӳлеттер), пăхăнчен самăрт. Пĕр вĕçĕ картара пултăр, тепĕр вĕçĕ шăв хĕрĕнче пултăр. (Неясное слово) тур пар уна та. Вара пăттине ларса çеççĕ. Ст. Шаймурз. Карта пăтти те параттăмăр (приносили в жертву).

каснă хӳре

стрюцкий, дрянной, подлый, сомнительной репутации. N. Арăм хатĕрле-хе, çаксене ĕçтерсе ярар! — Мĕн кӳптересшĕн эсĕ çав каснă хӳресене, çиеççĕ те, тухса каяççĕ вĕсем.

касса яр

срезать, срубить N. Хурăна вĕсем çапла касса янă. КС. Никĕслĕх юман касса ятăмăр. || Стричь, «обалванивать». Орау. Чердынта путлĕрех çӳç касакан та çукчĕ. Исправникне те, земскине те, вăрман улпутне те, — пурне те пĕр шкулта пурăнакан стурăшах каса-каса яраччĕ. || Спускать (мельницу). Орау. Арманне касса янă. Мельницу спустили.

касси-кассипе

целыми околотками. N. Кашни ялта касси-кассипе пĕр канашлă пулса... Ильм. Вĕсем, тĕттĕм пула пуçласанах, касси-кассипе пĕр çĕре пухăнаççĕ те, алла-аллăн тытăнса, хур кайăксем пек пыраççĕ.

каска вĕлле

пеньковый улей. См. тунката вĕлле. Эпир çур. çĕршыв. 1З. Çак пахчарах пирĕн вĕлле хурчĕсем пурăнаççĕ, ĕлĕкрех пирĕн хурт ик-виç вĕлле анчахчĕ. Вĕсем каска вĕллесенче пурăнатчĕç. (Рамонный улей — арча вĕлле).

касмăк яшки

назв. свад. обряда. Хурамал. Хĕрпе качча кăмака умнĕ тăратса, кĕççе витеççĕ. Ун чухне пăртак кăна яшка пĕçереççĕ, вăл яшкана «касмăк яшки» теççĕ. Вăл яшкана виçĕ пысăк салма тăваççĕ, çав салмана, пĕр виçĕ юплĕ сенĕк туса, çавăн çине тăрăнтараççĕ (натыкают) те, каччин инкĕшĕ пулсан, çавăнпа пĕрер çамрăк качча ятлама хушаççĕ. Вĕсем ятланă чух сĕтел хушшинчен çав касмăк яшкипе качча сапаççĕ. Хуп-хуп кĕпер, хуп кĕпер, хуп кĕпер урлă каçма пар; ывăл та пар, хĕр те пар, тесе сапаççĕ хĕрпе каччăн питĕнчен. Ташлакан ача, çав салмаллă сенĕке тытса, çапла калать инке, салма çиятни? Пичче, шупăт (шупăт = кĕрпе пăтти) çиятни? Эсĕ çийăн та, эпĕ памăп! тесе, хĕрпе каччăн тутисене тĕрткелесе çӳрет. Çапла туса çӳренĕ чух, хĕрĕн пĕркенчĕкне туртса илсе каять те, кĕлете кайса пытарать. Ăна вара хĕрĕ хăй шыраса тупать. Хăй тупаймасан, пытаракан ачине çĕрĕ парать те, ачи тупса парать. Унтан вара хĕрпе качча хĕве хупаççĕ (кĕлете кайса хупаççĕ).]

каçса кай

зайтись (от плача, от боли, от смеха). Хурамал. Ача сак çинчен çĕре ӳксен: ача каçса кайрĕ, теççĕ (хытă макăрнине калаççĕ). Шарбаш. Каçса кайса ĕсĕрет (заходится, при кашле). КС. Чавса пĕрене çумне перĕнчĕ те каçсах карăм. Юрк. Вăл çапла каланине ытти хăнисем илтсен, тусеймесĕр каçса кайса кула пуçлаççĕ. N. Ачасем пурте кулса каçса каяççĕ. N. Ача вĕсене каçса кайса итленĕ. СЧЧ. Мирон пичче: вăл (тот) чӳкленинчен ун хыçĕнче каçса кайса кулса тăратăп, тет.. || Кан. Ĕçкĕшĕн каçсах каять... Ĕçкĕшĕн (ради выпивки) пуçне пама хатĕр. N. Ытла каçса кайсах савăнни эпĕ? Çутт. 112. Авă пĕр чăххи çăмарта тунă та: кăт-кăт-кăтик! тесе, йăвинчен вĕçсе анать. Ун майĕпе, автанĕ те каçса кайсах (= во всю) кăтиклет. Ib. 144. Пыл тесен, эпĕ каçсах каятăп. N. Хăшĕ çын япалишĕн каçса каяççĕ, çын укçипе пуйма юратаççĕ. N. Халĕ тупăк ăшне кĕрсе выртас пулсан, вĕсем савăнса ӳкĕччĕç, хĕпĕртесе каçса кайĕччĕç.

каç

(кас’), вечер, ночь. Хурамал. Каç каçрах выр тăр та, ирхине иртерех тăрăр. Вечером ложитесь поздно и утром вставайте раньше. N. Каç пуларахпа (к вечеру) хурăнташсене, пĕлĕшсене чĕнме ячĕç. Т. VII. Ун чухне каç пулса килет (близится, наступает вечер), тет. N. Çав каç вĕсем нимĕн те тытайман. В тот вечер они ничего не поймали. N. Ыр каç полтăр! Добрый вечер! ЧП. Ирех тухрăм, каçа юлтăм. N. † Каç пуласса кĕтсе тăр. Б. Олг. Çурнă чох калат: торă, ыр каç ту. Регули 298. Каç поларах (поларахпа) килет. Ib. 1377. Каç поларахпа килтĕм. Изамб. N. Чирккӳлĕ яла каçах (еще с вечера) кĕлле килнĕ çын пулат. Ст. Айб. Каç пулса, çывăрма выртсассăн, таркăн патне тĕлĕкре татах икĕ кайăк пырса... Ишек. Каç каçалла килет. Хĕвел анать. Тим. † Кĕске çĕрĕн ăйхи тутлă, тесе, ытла каçах выртса ан çывăрăр. Юрк. Лутра шĕшкĕ, сарă мăйăр, каçса çитеймесĕр (надо: катса çиеймесĕр) каç турăм. N. Çав хĕрĕх кунччен чăвашсем питĕ хăраççĕ: каç вилнĕ çын каç чĕрĕлсе килет, тесе, чăвашсем вилнĕ çынтан питĕ хăраççĕ. Чуратч. Ц. Тепĕр кун каç ачана тата тепĕр ĕç пачĕ, тет. Сред. Юм. Каç полса пырать (= каç полса килет). День клонится к вечеру. («Здесь показывается не только время, но рисуется и картина»). Ib. Каç пола пырать. День клонится к вечеру. («Здесь показывается только время, а не рисуется картина»), Т. Григорьева. Каç калаçнă сăмаха чăхă сысать, теççĕ. Янш.-Норв. Ăна (орехи) ката-ката каç турăм. N. Каç пулсах кайман та-ха, пуласшăн çав ĕнтĕ! Еще не совсем наступил вечер, но уже скоро наступит. Якейк. Ыр каç полтăр! — Çăвăрса кай (переночуй)! Ху çăвăрса йол! N. Икĕ каç карăм. Юрк. Епле апла, акă епле: кунĕпе ачасемпе асапланатăп, каç çывăрма выртатăп. Скотолеч. 6. Каç тăма (на ночь) сăсăл анчах парсан, тата лайăх (лошади). Ib. 4. Каç тăма апат панă чухне (лошади). N. Каç выртма юлнă ачасем. Чуратч. Ц. Каç выртмаллах кайна çаксем. Пошли с тем, чтобы там ночевать, с ночевкой. N. Ăратнисем килĕсене саланмаççĕ, ĕçсе-çисе çавăлтех каçа юлаççĕ. Макка 160. † Сарă ачана тус турăм, уяв каçне калаçма. Якейк. Ăшă каçсам (в теплые вечера) ăрамра çӳреме лайăх. Байгл. † Каç тĕттĕмсем пулса халь килет-çке, пире кайма вăхăт çитет-çке. || Канун, накануне. Ильм. Мункун иртсен виçĕ эрнерен вырăсэрни каç пумилкке тăваççĕ. БАБ. Вырăсэрни каç, эрне каçсенче пирĕн пата кӳршшĕсем пĕр арăм пырат. Туй. Туй пулас каç. Юрк. Мункун каç пĕлĕтлĕ пулсан, ырă çул пулат. ЧС. Пĕрре эпĕ вырсарникун каç ачасемпе выртма карăм. Альш. Хăят каçĕ вара, Хăят кунĕ (16 июня по ст. ст.) каçпа, тин хай кĕвĕ каласси чарăнат: уяв пĕтет. N. Мăнкон каç, тесен, мăнкон ыран теме те йорат, тепĕр конне (мăнкон), кĕлĕрен тохсан, каç полсан та, мăнкон каçах теççĕ (т. е.. выраж. «мăнкон каç» имеет двоякое значение). Шăмат каç [йон-каç]= или «в субботу вечером», или «в пятницу вечером». Альш. Кунта праçник каçĕсенче кĕлĕ пулат. Ала 27. Эсĕ кунта мĕн туса тăратăн? Эпĕ сана: каçах (еще с вечера, т. е. вчера) карĕ пулĕ, тесе каларăм (думала что ты...). Цив. Эпĕ каç çĕрĕпех сыхласа лартăм, çывăрмарăм.

каçала

каçалла, к вечеру. Панклеи. Каçала солăнса, (вечереет), тет. Ск. и пред. 68. Ĕçе-ĕçе каçалла ӳсĕр чăваш ывăнать. || Вечер. Ялав. Кун каçала енне сулăнсан, киле таврăнтăм. Шурăм-п. Хĕвел каçала енелле кайрĕ, — киле каяс пулать. N. Каçалана кайсан, (когда стало вечереть), карчăка килне леçнĕ. В. Олг. Каçала енче (или: каçхи апат тĕлĕнче — на юго-западе). Чебокс. Юлташ хĕвел çине пăхрĕ те: каçалана сулăннă, терĕ. Орау. Ыран эсир пире каçалла еннеччен-терехех кĕтсе тăрăр, тен мĕн-те-пулсан тытă те пире, час килеймăпăр. Ib. Улпутне кĕтсе, тепĕр кунне те каçаллаччен-терехех тăтăмăр, çапах килмерĕ, вăсем пирĕншĕн хыпаççим? N. Вĕсем каçаллапа тавăрăнĕç.

каçхи

вечерний. СТИК. Мана каçхи пекех туйăнса карĕ. Мне показалось, как будто вечер. Собр. Каçхи сăмах çине хура чăх сăхат, теççĕ. (Послов.). Ой-к. Первейхи каçхи пекех. Как и в первый вечер (или ночь.) Хора-к. Каçхи ĕç кăнтăрла колли полнă, тет. (Послов.) Орау. Пырсан, пырсан, каçхи япала, пуçпа пĕр йăвăçа пытăм-перĕнтĕм (или: пуçа пĕр йăвăçа пытăм-петĕм). Я шел, шел в темноте, и вдруг ударился головою о дерево. Трхбл. Каçхи сăмах çине хура чăх сысат (каçпа сăмахпа паттăр, ирхине ĕçĕнчен çук). Шурăм-п. Çимен ашшĕ тырă выракансене: каçхи çăккăр çырткалăпăр (давайте закусим), тет. Бгтр. Онтан вара татах олпутсам, салтаксам килчĕç те, малтанхи каçхисенчен те хытăрах топсампа, пăшалсампа переççĕ, тет. || Назв. злого духа. Золотн. Каçхи — вечерний демон. || Назв. болезни. Яргуньк. Авалхи çынсем каçăхтарса яракан чире каçхи тенĕ. Çав чир çынна е сасартăк варсăр, е чикен тапратсан, каçхи тесе, уншăн, пĕр çут çине кайса, пуянсем е тиха, е пăру, тата хытăрах ыратать е чикет пулсан, хăш чух лаша касса пăрахнă; çавна вĕсем: каçхи касатпăр, тенĕ; касса пăрахсан, тӳрленнĕ, кайран пурăнма та аван пулнă, тесе шухăшланă. Каçхи касмасан, çынни вилнĕ, кайран пурăнма та кансĕр пулнă, тесе шухăшланă авалхи çынсем. || Фамильное прозвище в дер. Хир-Бось, Вурнар. р. N. Каçхи Микихвер.

каçăрт

задирать (поднимать кверху). Изванк. Пĕр-пĕр лашана юсас пулсан (от колдовства), лашине каштаран каçăртса кăкараççĕ (подняв ей голову). N. Пушă пучахли (пшеница) çӳлелле пуçне каçăртса тăрат. Юрк. Пушă чухне канцелярие тухса утатăп: унта ĕç пур чухне ĕçлекелетпĕр, çук чухне пуçа каçăртса ларатпăр. КАЯ. Эпĕр каялла çавăрнса пăхрăммăр та, — çырлахтăрах турă! — темле йăтă, пуçне çӳлелле каçăртнă, куçĕсене вут пек ялтăртаттарса, сĕлекине юхтарса, пирĕн çие уткăнса килет! N. Вĕсен хушшинче автанĕ пуçне каçăртса кăшкăрса çӳрет. Ст. Чек. Пуçне каçăртса çӳрет. Шел. 51. Хăшин (из гостей) пуçне каçăртса, çăварĕнчен яраççĕ (наливают). Шарбаш. Хура хĕрсене каçăртать, сарă хĕрсене астарать (приманивает). N. † Çак поçнелли (живут не на этом конце деревни) хĕрĕсем орама тохса тăраççĕ, ик чĕччине каçăртса (т. е. выпячивая их). N. Вĕсем пуçне каçăртса анчах çӳреççĕ (т. е. ничего не делают).

катир

(кадир), восклицание (с араб.). Юрк. Катир, анкартĕнчи шăшисемпе чавкасене мăнтăртса пурăначчен, питĕрех те аван пулĕчĕ-çке килĕнчи çемйисемпе лашисене, ĕнисене мăнтăртса пурăнсан. Ib. Катир, пирĕн чăваш арăмĕ, мĕскĕн, куллен ĕçекен сăмаварне çулталăк хушшинче пĕр-икĕ тапхăр тасатма пушă вăхăт тупат иккен. Ib. Вĕсем те пулмасан, катир, эпĕ тен тĕнчере те пурăнас çукчи!.. N. Эй, катир, турри те парас теннипех ăна пурне те çынсенчен уйрăм ытлашшине илемлине панă.

катмак

(катмак), род мотыги. Зап. ВНО. Катмак — орудие, которым добывается «хĕрлĕ-ути». ЩС. Катмак, скребок с кривым череном. СПВВ. ФВ. Катмак — урлă пуртă пекскер; унпала сырлан, хĕрлĕ-ути тымарсем чаваççĕ. СПВВ. ФН. Катмак, катмакпа сырлан кăлараççĕ. Сред. Юм. Катмак тесе, пахчасенче йăрансĕм (так!) улмăççисен (так!) кутне курăк ан ӳстĕр, тесе, хусăклакан урлă пурта калаççĕ. Хурамал. Тăм чавакан катмак (чавса пек куккăр йывăçран тăваççĕ, вĕçне саступ лартаççĕ). Тюрл. Катмакпа хĕрлюти (= хĕрлĕ-ути) кăлараççĕ, кăпăллă (с трубкой). Т. II. Загадки. Хăй курпун-чунсăр, çĕр чавать. (Катмак). Истор. Вĕсем çĕре катмакпа çеç катмакланă. Орау. Катмак (скребок) — хăртнă таврашĕнчен тыткаламалли (черен — коленом, юплĕ йывăçран). || В перен. зн. КС. Катмак, 1) неумело работающий, 2) принимающийся за ненужное дело. Ib. Катмак, тем аппаланать!

катмар

(катмар), глыба, массив; глыбой, массивом. В. Олг. Пĕр катмар (татăк) пăр йохать. Чув. пр. о пог. 167. Катмар, катăклă, комками, отколотый, с выемками. || Большой, грандиозиый. Ядр. Çурчĕсем пит катмар (у КС. капмар). || Сбежистый, с раскинутыми в разные стороны большими сучьями (про дерево). Шел. 127. Катмар хурăнсем. N. Катмар = кутамас, лутра та хулăн йывăçсем, сарлака пысăк туратлă йывăçсем; (вĕсем) çурăлмаççĕ. Кан. Авалхи катмар Юман, татăнса ансан, çĕре татăлса анать. || Назв. леса около д. Атмалкасов, Кр.-Чет. р. Хĕн-хур 6. Унтах, тĕлĕпе, катмар-юмансем çăра çулçăпа шавланă текех.

катрашкалă

шероховатый. Хурамал. Чул пурте яка пулмаст, катрашкаллă чул та пулать. N. Нимĕçсене унта, сехрисем хăпнипе, пур çĕрте те вырăссем пур пек туйăннă. Вĕсем, анкă-минкĕ сурăхсем пек, катрашкалă юмансене пыра-пыра çапăнса, çĕре кайса ӳксе: кăсем вырăссем пулĕ, тесе, аллисене çӳлелле тăсса выртнă. К. Кушки. Катрашкала, шероховатый (напр. язык у кошки, доска).

кышла

(кышла), грызть. Чĕлкаш 69. Вĕсем пĕр-пĕрне çăтнă, кышланă. См. кăшла.

кив-çурт

старое место жительства (до переселения). Н. Карм. Альш. Вĕсем вара Елшелне кĕрсе ларнă. (поселились). Леш вырăнне халĕ те «Кив çурт» теççĕ. || Назв. поля. Яyш.-Норв. Кив-çурт. Ĕлĕк унта ял пулнă, халĕ çав вырăнта масар. || Назв. оврага. Торп-к. Кив-çорт. || Назв. урочища. См. Магн. М. 80.

кил

(к’ил’), итти, ехать, прийти, приехать, прилетать (сюда, в направлении сюда). Альш. Килтĕмĕр, килтĕмĕр те, уччилние çитрĕмĕр хайхи çавăрăнса (шли, шли, и, наконец, вернулись к школе). Ib. † Хуçи: кил, кил! тесессĕн, сĕтел умĕнчи çын эпир; хуçи: килех (прошу пожаловать)! темесен, алăк панчи çын эпир. Ib. Килех, хăта, килехи аван çитрĕн-е (хорошо ли доехал)? тесе калаççĕ. Ib. † Килмесĕр (вар. килмесĕр те) килнĕ çак киле, ытла (вар. ыттах) тĕлĕнтерсе хăварас мар. (Застольн. песня). Бюрг. † Килмесĕр те килтĕм çак тăвансем патне, ухатам килчĕ юрлама. Якейк. Ку карттуса вăл мана сан пата килме анчах пачĕ. Ib. Килĕçин килччĕр (или: килĕç. Если желают, пусть придут... Ib. † Пичи патне килесси (трудно), килессинчен каясси. Ib. Эс Хосана хальччен килмен-и? Халь килнисĕр пуçне эс нихçан та Хосана килмен-и? Ты первый раз в Казани? Ib. Килсен килĕ. Что же, ладно, пусть уж придет, что ли. ГТТ. Маншăн пулсан, вăл кунта пĕртте ан килтĕрччĕ. Я совсем не хотел бы, чтобы он приехал сюда. Изамб. Т. † Ăсатса яр, тăван, ăсатса яр, улма пахчи витĕр кăларса яр. Хăçан килессине каласа яр. Ала 94°. † Кинçĕм те лайăх Хĕвекле, килнĕ те кайнă вăхăтра, хирĕç те чупса тухинччĕ; хирĕç те чупса тухмасан, ăшă та сăмах пулинччĕ. Орау. Пĕр-ик-виççĕ киле-киле кайăп-ха эп (т. е. приеду или приду). Ib. Кашни кун киле киле чӳречĕнтен шаккăп. Буду, приходя каждый день, стучать тебе в окно. Ib. Килме çиле майлă пулчĕ те, аван пулчĕ. Ехать было по направлению ветра, поэтому хорошо. N. Тутар хĕрĕсем, тутар арăмĕсем çуркуннепе киле-киле пир-авăр тĕртмелли иле-иле каяççĕ. Тюрл. Вăл килмелле мар кайнă. Он ушел с тем, чтобы более не возвращаться. N. Килнĕ чухне атă илсе кил. Когда придешь, захвати с собою сапоги. Чув. пр. о пог. 171. Аслати пĕр çĕртен тепĕр çĕре килсе куçсан... Если гром переходит с места на место... Юрк. Куллен уччилнике кил, çырăва вĕренме ан ӳркен. Ib. Килессӳ пулсан (если думаешь приехать), часрах килме тăрăш. Ib. Эпĕ ун патне килсеттĕм, кала халĕ ăна, кунта ман патма тухтăр, тет. Янорс. Пăртак тăрсан тата темиçе пăрохот киле-киле карĕç, хăшĕ темиçе парăш кăкарнă. Шинер-п. Пирĕн пата ан килтĕр, тесе, картисене сӳтсе тăкрăç. Ст. Шаймурз. † Çакăях тăвансем пулмасан, килеймен пулăттăм эпĕ çак киле. Трхбл. Яшкана васкасах ан çак-ха, килерех паччăр (напр. сухаран, вăрмантан). Шурăм-п. № 26. Эпĕ алăкран кĕрсен çĕлĕке илсе, асаттесен йăлипе: ман килес! терĕм. Регули 22. Килмессерен килте çок вăл. Ib. З47. Вăл çомăр çăвиччен килсеччĕ. Ib. 1451. Эп чĕнтĕм она, вăл килчĕ; вăл каламарĕ тума, эп тумарăм. Ib. 17. Исе килмесĕр ма килтĕн? Шорк. Никам та килнĕ палли çук. Нет следов того, чтобы кто нибудь приходил. Ст. Чек. Вĕсем виççĕн килчĕç-и? — Виççĕн кăна-и вĕсем (какое втроем), вунпиллĕк çынна яхăнччĕ! N. Паçăр ман патма пĕр çын килчĕ те: аçу вилчĕ, терĕ (умер отец того, к кому пришел человек). N. Паçăр ман патма пĕр çын килчĕ те, сан аçу вилни çинчен пĕлтерчĕ. N. Паçăр пĕр çын килчĕ те: атте вилчĕ, терĕ (умер его отец). СППВ. ТА. Кил токко = кил халь. Икково. Ача алла килесшĕн. Ребенок просится на руки. Ib. Вăл ача ман алла килмест. Тот ребенок не идет ко мне на руки. N. † Хам тăванçăм килет, асăнса, хура лаши килет ыткăнса, ылттăн пĕкки килет çутăлса, хурама турти килет авăнса, чĕн тилкепи килет туртăнса. Едет нарочно ко мне мой родимый; его вороная лошадь мчится (стрелою), золотая дуга блестит, загибаются вязовые оглобли, (туго) натянуты ременные вожжи. Кан. Эрнере иккĕ килмеллескер, пĕр хут çеç килет. Альш. Сивĕ çĕрсем (ночи) киле пуçларĕç. Ib. † Сарă хăмăш тĕпне шыв килсен, çурккуне пулнине çавăнтан пĕл. N. Мĕн полат-килет! Что будет! (или: что будет, то будет!). || Прийти за... Орау. Кĕрĕкне илме килчĕ. Кĕрĕк ыйтма килчĕ. Пришел за шубой. || Вернуться, возвратиться. Бел. Эпĕ каяс çĕре утрăм, усем килелле килчĕç. Я пошла своей дорогой (в гости, в другую деревню), а они вернулись домой. (Они были из той деревни, что и рассказчица). Альш. Тимĕрçĕн ачи выляма кайнă, тет. Выляса килет, тет те, тимĕрçĕпе арăмĕ йĕрсе лараççĕ, тет. Ib. Киле килме тухрăмăр вăрмантан. Килсен, килсен, çул çинче манăн алса укнĕ-юлнă. Регули 177. Атти киличчен кĕтсе тăтăм. Ib. 318. Вăл киличчен кӳлсеттĕмчĕ. Ib. З51. Эп киличчен тăрнă вăлсам. Ib. 262. Утсам кĕтĕве ярмасăр килмерĕ. N. Атте пасартан киле пырать пулĕ (уже возвращается). || О запахе. Кратк. расск. Çăварĕнчен хăйĕн пит йывăр шăршă килнĕ. || О выигрыше. Яргуньк. Тата çĕр тенкĕ хучĕ, тет те, татах Ивана килчĕ, тет (Иван выиграл) N. Çапла ĕнтĕ хресченсенĕн тупăш çулталăкне З50 — 400 т. яхăн килет. || Зависеть; происходить. ХЛБ. Тырă-пулли пуринчен ытла сухаланинчен килет (зависит). N. Вăл ĕç пĕр пиртен анчах килмест (не от нас только зависит). Малт. шк. вĕр. фиç. 114. Анчах çавăн пек суя ĕнĕнӳсем пирĕн тĕттĕмлĕхрен килет. || Уродиться, удаваться. Çук, тулăсем кăçал килмерĕç (пшеница не уродилась). N. Хĕвел хытă хĕртсе типĕтсе янипе Египетре халĕ те тырă акни нимĕне те килес çук. || Сходиться. Собр. † Санпа манăн сăмах пит килет, те ĕлĕкрен пĕрле тăнăран. || Возникать (о желании). N. Курас килекен пула пуçларĕ (пулчĕ?). Стало хотеться увидать. О сохр. здор. Тăвассу килтĕр; тăвассу килсен, тума пулать ăна (это). Орау. Тул тухасран тухас килет. КС. Нихçан та кун пек ĕçес килсе ĕçмен пулĕ (т. е. эпĕ). N. Çырас килсе çырмастăп. Янорс. Манăн вара хот (грамоте) вĕренме каяс килекен полчĕ (захотелось итти учиться). N. Ку ача çул çинче пĕр утă лавĕ тĕл пулать те, çиес килнĕ майĕпе çăтат-ярать, тет. СЧЧ. Пăтти вара пĕтĕмпе çу кăна пулат (страшно масленая), çиес килмен çĕртен те çимелле (и не хочешь так явится аппетит). Юрк. Вĕренес килекенсем манăн авă вĕренеççĕ, нихăшĕ те ку вăхăтра киле кайма ыйтмаççĕ. N. Вара вĕсем мана: питĕ каясах килсессĕн, каях, ачам, терĕç. Регули 562. Мăнăн исе килес килет (килмеçт) конта. N. Манăн ăна вăл пӳрте пĕртте ларттарас килмес (не хочу, чтобы он строил). Сред. Юм. Чашăк çăвас килмесен, вăник кошак осрас полать. (Поговорка. Вăник кошак пĕр чашăк çулласа тасатаççĕ, тет). N. Укçа паракан çын хăй укçи выçă çынсене çитессине (дойдут ли) пĕлмесен, укçа парасси те килмест. К.-Кушки. Ăна курсанах, çилĕ килсе каят. Когда на него смотришь, зло берет. N. † Икĕ йӳллĕ çул пырат, пĕр юпĕпе хĕр пырат, çавна тытса, чуптусан, çамрăк пуçа вăй килет. || Приходиться, случаться. О земл. Ана çине навус тăкнă пулсан, çав 100 пăт хакне ĕçлесе тупма килмен пулĕччĕ. Толст. Мана пĕр золотника (= мăскала) 5835 пĕрчĕ килнĕччĕ (эпĕ вĕсене юриех суса пăхрăм, т. е. яйца шелкопряда). ЧС. Мĕн тăвас, пĕрре çапла килчĕ те, ларасах пулать çав. ХЛБ. Ана çине тирĕслĕке тăкнă чух епле килнĕ çапла (= кое-как) тăкас пулмасть. Альш. † Мĕскер пулмĕ, мĕскер килмĕ пирĕн çамрăк пуçсене! || Проявить то или другое качество. Ала 99. Хĕл ăшă килсен, çу сивĕ килет, тиççĕ. Изамб. Т. Кăçал çуркунне сиввĕ килчĕ (весна была холодная). ТХКА. З. Çанталăк пĕр килмест çав. N. Чăнах та, ыйтса пăхсан, Кĕркури пичче: самана çапла килчĕ, терĕ. О земл. Пурăнăç (жизнь) йывăртан йывăр килет. || Означать. Трхбл. Аптăранă тени вырăсла мĕн сăмаха килет-ха вăл? Какому русскому слову соответствует слово «аптăранă»? Альш. Вăл сăмахсем мĕне килнине (что означают) пĕлеймеççĕ. ГТТ. Çак сăмах (слово вирт «палы») мĕне-те-пулин килмĕ и тата? (не имеет ли связи с чем-либо). || Заниматься (о заре). N. Çурăмпуç килет. Занимается заря. || Относиться. N. Вĕсем пĕтĕм патшалăха килекен ĕçсене туса тăраççĕ. || Настраиваться (об инструменте). К.-Кушки. Купăс килмен. || О пении. Альш. Каллах пурте калаççĕ (поют) пĕр сасса килсе, пĕтĕм яла янăратса! Ст. Шаймурз. † Тавай, тантăшсем, иккĕн юрлар, ĕнтĕ килет пулсан кĕввĕмĕр. || Быть подходящим, пригодиться. Орау. Сăмаха килмен япала çинчен мĕн калаçса ларан? Ĕçе килмен япалапа, мĕн тăвас унпа, вырттăр хăй вырăнче. N. Апла килмест вăл. (Это выражение) и верно, не идет, не подходит. Батыр. Ташла пĕлмен çынна кĕвĕ килмен, тет. (Послов.). Ашшĕ-амăшне. Килменнине ан калаç. Не говори того, чего не следует. Ст. Чек. Улталани те манăн вĕт килет (т. е. складно, умело обманываю?). О земл. Икĕ хут сухалама килмесен... || Быть принятой (о жертве?). ЧС. Халь çĕнĕрен пĕçерсе чуклемелле, тата çĕнĕрен чӳклесе килмесессĕн, эсĕ пĕтĕм выльăх-чĕрлĕхе вĕлеретĕн вара (будешь виной смерти..). || Быть к лицу (о костюме). Икĕ талир пĕр манир; ăçта çаксан, килĕ-ши? I| Быть привезенным. Тораево. Тата арча килнĕ, арчи ăшăнче хĕç (меч) пулнă. || Вытекать. Орау. Ача умĕ («воды») килчĕ. См. ача умĕ. || Выходить замуж. Образцы 99. Тата пĕр çул кĕтĕттĕм, килмĕ çавă вăл мана. Я подождал бы еще годик, но дело в том, что она за меня не пойдет. || В чувашизмах. Сред. Юм. Онтан нăмай та порнаймарĕ, тет, карчăк ача килсе те çоратрĕ (неожиданно родила), тет. Йӳç. такăнт. 34. Улюн кальт тутине йĕпетсе. Ах, килех, кил, пулмастех! (Здесь кил в значении русск «прими пожалуйста» при вежливом обращении. Так, при угощении, напр., пивом, угощаемый, попив немного, возвращая поданный стакан или ковш угошающему на руки, говорит ему: кил). || В качестве вспомогательного глагола. Кан. Çул çинче ниçта кĕрсе чей ĕçме тупмасăр, çул тăрăшшĕпех юр çисе килтĕмĕр (всю дорогу ели снег). Якейк. Пасара кайса килме кĕрĕк пар-ха. Дай мне шубы, сходить на базар. ЧС. Атăр, çавна курса килер-ха (сходим и посмотрим), терĕç. N. Тилли кунтă тĕпне шăтарат, тет те, пуллисене çул тăрăх тăкса килет, тет. N. Манăн кун-çул кĕскелсе килчĕ ĕнтĕ. N. Пурăнас кун çулă (= кун-çулу) пĕтсе килсессĕн... ЧП. Вăйă иртсе килет-çке, пирĕн ăшсем çунçаçĕ-çке. Сунар. Унта çу çинче пĕр ылтан çыпçăнса килнине курнă (червонец пристал к весам, которые брали в соседи). Альш. Çырмасем типсе килеççĕ (после разлива). Ib. Тырра хиртен пуçтарса килеççĕ. Ib. Чапăрлăсене, халĕ ĕнтĕ вĕсене: тăват пилĕк килĕрен те ытла мар, теççĕ Мертлĕре, пĕтсе килеççĕ, тет, вĕсем. Ib. Чапăрлă çапла кĕçĕн ял пулса тăрат-тăрат та, пĕтĕмпе пекех пĕтсе килет. Ib. Тул çуталса килет (светает), пушара сӳнтерсе килеççĕ (возвращаются, потушив пожар). Ib. Кунсем лайăх тăраççĕ-ха. Çу уйăхĕ çитсе килет. Ib. Каçпа вара çынсем тухса килнĕ чух ӳсĕр выртат Мишка. Ib. Вăл тайлăмра (в ложбине по течению реки) вара ялсем килнĕ ларса. Ib. Килсе килчĕç вуникĕ вăрă. Синерь. Патша ывăлĕ кайăка хӳринчен тытрĕ, тет те, хӳри тухса килчĕ (оторвался), тет. Хора-к. Çанталăк питĕ тĕттĕ(м)ленсе килчĕ. Ib. Мункун çитсе килчĕ, ĕçме-çиме пĕтсе килчĕ. Якейк. Пӳрте кĕрес тесе, алăк хăлăпĕнчен тытрăм та, алăк халăпĕ хуçăлса килчĕ (отломилась). С. Дув. † Çӳлĕ ту çине улăхнă чух пĕр ял килет курăнса. Толст. Уйăх шуралса киле пуçланă, сывлăм ӳкнĕ, тул çутăлса килнĕ. Регули 225. Пол тытса килет; пол тытнă çĕртен килет. Ib. 1272. Копан-копан тияса килтĕм. Капанĕпе (копипе, копипех) тияса килнĕ. Орау. Тĕнче пĕтсе килет; ăйăх пусса килет. Ib. Мункун çитсе килет. — Тул çутăлса килет. — Каç пулса килет. Ib. Кăнтăрла çитсе килет, эпĕр, вырса, ана пуçĕнчен уйăрлман, ялкулли! КС. Аслати алтса килет. N. Суйлав вăхăтĕ çитсе килет.

килен-каян

посетители. N. Килен-каян пит нумай пулнă. Юрк. Чарăнаççĕ вĕсем килен-каянсем кĕрекен çурта (т, е. в гостинице). Ib. Вăсен хушамачĕсене килен-каян çынсене çыракан хăма çине çырса хураççĕ. N. † Хур-кăвакал ӳстертĕм те, килен-каян алтытать. (Хăлăп). Сред. Юм. Сот-тăвакан çын кăçта кашни килен-каяна (всякого приходящего) апат лартса çитертĕр! ТММ. Килен-каян алă тытать. (Алăк хăлăпĕ).

килкеле

учащ, ф. от гл. кил. Альш. Ĕçрен пушана пуçласан, унта-кунта ыйткалама кая-кая килкелерĕç хăшĕ (погорельцы). Ib. Упăшки, ку килкеличчен, тавну (давно) килне килсе ларат, тет. N. Килкелесе карĕç. Приходили несколько раз. N. Эп сирĕн пата тата килкелĕп (буду захаживать). Янтик. Вĕсем пӳрте килкелесе кайрĕç-ха, вĕсене тек чĕнмесен тĕ юрĕ. К.-Кушки. Эсĕ пирĕн пата çакăн пек пушă кунсенче килкелесе лар (навещай нас). Ib. Пирĕн Таркан-пуçĕнчи аппасем çула кăна килкелесе каяççĕ, хĕле кĕрсен, килеймеççĕ вара. Альш. Çитет праçникĕмĕр Пукрав, килкелеççĕ хăнасем те; çуннă, тесе, чарăнсах тăмаççĕ ĕçесрен (после пожара). Йӳç. такăнт. 20. Ох-хо-хох! Тепле килкелĕç кĕçĕр: çунине ватĕç-и, хăйсем аманĕç-и! N. Вăл пĕрер хут çеç килкелесе каять.

кил

(кил’, к’ил’), жилище (двор), дом. Зап. ВНО. Аран-аран киле çитрĕм. Альш. Ун пеккисене ыттисенчен ытларах асăнаççĕ ялан та кил тенĕ çĕрте. Ib. Васкаса утаççĕ килĕсенелле (домой, ко дворам). Истор. 152. Псковран виççĕр кил Мускав çĕрне куçарнă. N. Пĕрер килĕн (подомно) çĕр кастарса парас марччĕ. О сохр. здор. Çав чир пур киле кам та пулин пырсассăн, вăл çын пĕр эрнерен, е икĕ эрнерен чирлет. Орау. Унта пурăнма кĕрсен, малтан эпир хваттерте пурăннă, унчан, пурăнсан-пурăнсан, хамăр кил турăмăр. Хыр-к. Вăлсем çулла çĕр ĕçлесе пурăннă, хĕлле кил таврашĕнче выльăхсем пăхса пуранатчĕç. Байтеряк. Çимĕк кунĕ, ирхине, пурин килĕнче те пĕçереççĕ икерчĕ. В. Олг. Кил (или: кил ăшне) шăл; мести избу. Изамб. Т. Хĕрĕн ялĕнчи ăратнисенчен (родня невесты) пĕри çĕнĕ кил (ново-выстроенный и пр.) пулсан, малтан çавăнта кĕреççĕ. Б. Хирлепы. † Кил варинче ват çĕмĕрт. N. Пилĕк килĕ çуннă. Сгорело пять дворов. Юрк. Эсир халĕ килĕре (домой) тавăрăнăр. N. Хĕрĕн юлташĕсем (товарищи) килнелле тарнă. Байгул. Кил теннинче (= тенинче) тирĕк-чашăк шăлтăртатмасăр пулмас, теççĕ. Трхбл. † Эпирех те килтĕмĕр, ай, кил пулчĕ, сирĕн кăмăлăрсĕм тин тулчĕ. N. Эпĕр уйпа пĕр килти çын пек пурăнатпăр. || Подворье. Конст. Чăв. Одессăра Пантелеймон монастырĕ килĕнче (в подворье) вĕсем çĕр каçнă.

килĕрен

килрен, подомно. НАК. Сурăх ури уммăнь, пирĕн патра праçнăк кунĕ ĕçме килĕренех сăра тăваççĕ. Чураль-к. Килĕрен пыл чашки. (Мĕлке вăлашки). Юрк. Ухмах ыйткалакан килĕрен çăкăр пуçтарса çӳрет. Етрух. Килĕрен мĕнле пулсан та çирĕмшер витре е вăтăршар, унтан кая пĕçермеççĕ. Янтик. Тутар пирĕн ялта килрен сутса çӳрерĕ турисене. Н. Шинкусы. Вĕсем кашни килĕрен ял тăрăх ыйткаласа çӳретчĕç (просили подаяния).

килĕш

(кил’э̆ш), соглашаться, договариваться, уговориться. Юрк. Пуринпе те (во всех отношениях?) çапла икĕ енчен те килĕшсен... Ib. Кĕсем те мĕн пурĕпе килĕшсен, евчи чăпăркка пăрахат. N. Канаш туса килĕшнисене хăшне-пĕрне земски собранисене параççĕ. || Торговаться, столковаться. Чем люди живы. Пăртак тăрсан, Симун çак арăмпа хакне килĕше пуçланă. N. Вăл кĕрĕшекенсемпе кунне пĕрер динарипе килĕшнĕ. Юрк. † Пӳлмĕрсем тулли тырă пур, хакне килĕшмесĕр ан сутăр. Ау 17°. Шуйттан ачи тухрĕ, тет те: этем ! ытти япалапа килĕш, çурт кучĕ йывăр, теççĕ, (терĕ, тет). КС. Эпир унпа килĕшеймарăмăр. Мы с ним не могли столковаться (или: сторговаться). Альш. Çарансем килĕшеççĕ. Юрк. Хай айăра илес текенсем виçĕ çĕр тенке килĕшсе укçа парсан, ăйăра илсе те каяççĕ. Ст. Чек. Вăл ун лашине килĕшмен (не сторговал) || Сосватать. Килĕшсе çураçни. К.-Кушки. † Килĕшнĕренпе йĕре-йĕре хĕрлĕ чĕре шуралчĕ. N. Хĕрĕ килĕшсен (кунсан), Мариам, тавăрăнса, хăй амăшне чĕнсе пынă. Образцы 99. Пĕр чӳрече, ик чӳрече, атте, мана хĕр килĕш. Атте, санăн кинĕ (сноха) пулĕ, манăн кăмăлăм тулĕ. || Понравиться. Никит. Çак сăмахсем пĕтĕм çынна питĕ килĕшрĕç (пришлись по сердцу, понравились). Альш. † Çак тăвансем патне килсессĕн, сăмах килĕшеймесрен хăратăп. Кан. Кăмăла килĕшрĕ пулмалла старикĕ. Н. Якушк. † Эпĕ каяс килĕре çын килĕшмест, теççĕ, эпĕ епле килĕшĕп-ши? (Хĕр йĕрри). || Помириться. Чăв. й. пур. 9. Леш Микка ялан ӳкĕтле-ӳкĕтле йăпатнă, ку йăпатнă тăрăх вара лешсем пĕтĕмпех килĕшнĕ. || Быть удачным, годным. N. Кунĕ те килĕштĕр, çынни те килĕштĕр. (Из наговора: «Ăш ыратсан, вĕрекен кĕлĕ»). N. Вĕсем (знахарки, лекарки) куçа килĕшмен япаласем ярса, пушшех пăсса пăрахаççĕ. О сохр. здор. 51. Çапах та вĕсем пит аван апат, вĕсене пурин те çиес пулать, анчах сывмар çынсене питех килĕшмест. Ст. Чек. Кунти çĕр-шыв мана килĕшмен (не подходящий климат). N. Эпĕ халĕ вар-виттипе хупланап-ха: те кунта килни килĕшмерĕ темĕскер мана. Орау. Мана пур апат та килĕшмест. Янш.-Норв. Телейсĕрсенĕн вăрласа кайсан та (невесту) килĕшмест: е вĕсене çул çинче тытса, укçасем илеççĕ, е курайман çынсем вăрланă чухне çӳсмен пăявне касса татаççĕ. || О согласии в речах. ЧП. Сирĕнпеле сăмах пит килĕшет. Ст. Шаймурз. † Сирĕнпе сăмах пит килĕшет, те кĕçĕнрен пĕрле ӳснĕрен. || Быть угодным, итти в прок. Ст. Чек. Манăн парне килĕшмен (жертва не принята). Ib. Кĕлле кайни килĕшмен (хождение в церковь оказалось неугодным). ДФФ. Çинĕ чухне, хул калек шăмăсене (= шăммисене) хышласа тасатсан, çутă çĕрелле тытса, витĕр пăхатьчĕç: вăл шăмсем таса пулсан, чӳк килĕшнĕ, тетчĕç, — таса мар пулсан, хура йĕрĕсем курăнсан: чӳк туни вырнаçуллах мар, тесе калатьчĕç. ЧС. Çын-мĕн кĕрсен, чӳклени килĕшмест (неудачно), терĕ. Ib. Пĕр-пĕр вĕçен-кайăк йăва çавăрма киле илсе килсен (пух жертвенных птиц) Куслав килĕшмест, тет те, вара нихçан та килĕшмест, тет. Арçури. Киремете килĕшмен, çырмаранах çырлахман. ЧС. Сирĕн хăйматлăхсене сурăх парне пани килĕшмен, унăн алли йăвăр пулса, сурăхусем çавăнпа вилсе пĕтнĕ. Шурăм-п. 9. Çав вите хуçи лаша çилхиие йăваласа муталать пулсан, лаша киле килĕшет (ко двору). || Быть приличным. Ст. Чек. Килĕшменне хытланан! Якейк. † Ай аки Мари пор, хĕр чох çӳрени килĕшет (когда выйдет замуж, гулянья прекращаются). N. Килнĕ çыннăн кайни килĕшет. || Быть к лицу. N. † Çĕнĕ çапата, шур чăлха хĕр уринче килĕшет; хура сăкман, йăс тӳмме каччă çинче килĕшет. Г. А. Отрыв. † Хамăр хура пулсан та, савни сарă килĕшет.

килĕшлĕ

подобный? N. Вĕсем те çавна килĕшлĕ ĕç тунă.

килĕштер

понуд. ф. от гл. килĕш. || Уживаться, дружить. Дружно жить. КС. Ашшĕпе ывăлĕ килĕштеримарĕç (не могли ужиться). Батыр. Кӳршĕрен кушак илсе ӳстерсен, кӳршĕпе килĕштерсе пурăнмалла мар, тет. Шибач. Йăван арăмпеле акăш килĕштеримаççĕ. || Соглашаться. N. Хĕрĕ, ашшĕсем килĕштерсен, килĕштерет-и, тен те, ашшĕсем тем хăтланĕç. Ала 9. Пĕр пĕрне юратса, пĕр-пĕрин халапне килĕштерсе пурăннă. Болезни. Вĕсене ĕç ĕçлесе парас вырăнне картла выляса ларма часрах килĕштермĕлле. || Приводить к согласию. N. Тутарсем, пирвай килĕшмен пек пулса, чăркăшса тăчĕç. Тăрсан-тăрсан, пĕр тутарĕ килĕштерсех пăрахрĕ. ППТ. Шавласа тăраççĕ, тăраççĕ те, вăйçа епле те пулин килĕштереççĕ. || Чувствовать взаимную симпатию. N. Иванпа Маре тахçантампах килĕштереççĕ ĕнтĕ вĕсем. || Облюбовать, наметить. ТХКА 30. Ĕлĕк эпĕ салтакра — Варшшавра слушпăра тăнă чухне, пĕр поляк хĕрне килĕштернĕччĕ. Оксанă ятлаччĕ вăл хĕр. N. Суйланă чухне хăйсем кама килĕштернĕ, çавна суйлас пулать, çын каланине итлес пулмасть. ЧС. Кушил çĕклекене килĕштерсенех (как только выберут?), ачасем анат вĕçĕнчи çурта чупса каяççĕ. || Примирить. Бес. чув. Арăмĕ ачисем темĕн килĕштереймесĕр йĕре пуçланăскерсене килĕштерчĕ те, вăл сĕтел хушшине ларчĕ. || Умилостивлять. ГТТ. Тӳркĕллисене килĕштерес пулат. Надо умилостивить (уладить) духов. || Настроить (инструмент)? || Найти подходящим, рrodare.

кипĕт

повидимому торговая лавка. (с тат.). Ст. Шаймурз. Кая-кая икĕ пĕлĕт хушшине пырать, тет, унта яр-мунккава пырса кĕрет, тет. Пĕр кипĕтрен вуткĕ аршăн, аршăнне виççĕр тенкĕлĕхне виçтерсен, хăйсем урăх пӳлĕме укçа пама кĕреççĕ, тет. Ача, вĕсем кĕрсен, виçсе хунă тавара кĕсйине илсе чикет, тет. Укçа парса килсен тавара пăхаççĕ те, тавар çук, тет. Кусем калаççĕ: йăнăш пулнă пулĕ, тесе. Çĕнĕрен виçсе параççĕ, тет. Кипĕтрен тухса каяççĕ, тет.

киремет

(кирэмэт, к’ирэмэт’, Пшкрт: кєр’ємєт), киреметь (как свящ. место; от араб. кирамӓт). Охотн. Разные места около деревни и в самой деревне чуваш усеяны киреметями. Даже люди, близко стоящие к чувашам, часто ошибаются, понимая под слозом «киреметь» самих злых богов. «Киреметь», собственно, есть место, где пребывает злой дух, напр. дух какого-нибудь известного, некогда жившего на этом месте, чувашина, представляющего собою героя. У нас, напр., около деревни лежит прекрасное возвышенное пустсе место, имеющее форму полуострова, так как оно окружено с трех сторон двумя реками, соединяющимися в одну. На этом месте, помню, несколько лет тому назад росла старая, старая береза. Место около березы, а нередко и самую березу чуваши называют «утлас киремечĕ» — киреметь Утласа. По преданию чуваш, всем этим полуостровом владел когда-то богатый мужественный чувашин по именн Утлас. Находясь на высоком месте, откуда виднеется окрестность, и в то же время защищенном реками от нападения неприятелей, и владея домом с подземными кодами, ои умел всегда искусно и мужественно охранять себя и свое имущество от воров и разбойников и держать в страхе и покорности жителей нашей деревни. Утлас сам давным давно умер, но не умер его дух; он живет под березой, посаженной Утласом в своем саду. Дух его и теперь держит чуваш в страхе. Ни один чувашин не осмеливается выразить свою непочтительность к березе, где живет он, в противном случае дух Утласа наказывает его продолжительными телесными болезнями, для избавления от которых существует единственное средство — просить прощение в молении перед березою и зарыть в землю около нее медную монету, двухкопесчного или трехкопеечного достоинства. (Признаки жилища. Утласа до сего времени сохранились). «Киремети» имеют и другое происхождение. Место, где раньше совершали в продолжение столетий общественные моления высшим богам, нередко впоследствии были оставляемы, так как с течением времени условия жизни изменились, и чуваши, находя неудобным молиться на том месте, выбрали другое место для молений. Но уважение к прежнему месту молений сохраняется. Они и после изредка ходят туда молиться. Затем йомзи, затрудненные в обьяснении причины болезни чувашина, обращавшегося к ним за советом, говорили, что болезнь могла произойти лишь от неблагопристойного поведения его около известного места. Так постепенно чуваши приходили к убеждению, что на этом месте обитает злой бог, который и посылает нм болезни. Отсюда произошли новые «киремети» чуваш. Например, в нашей деревне, на берегу речки, есть место, куда собирались некогда для совершения общественных молений; оставлено было оно, по всей вероятности, когда поселились на противоположном берегу русские. Присутствие их мешало им молиться, так как те позволяли себе смеяться над их религиозными обрядами. Чуваши для молений выбрали другое место, а прежнее обратилось в «киреметь» (Авăр-кӳл киремечĕ). Сюда, в день совершения общественных млений, приходит старик, выбранный обществом, подметает небольшое место и, незаметно зарыв в землю медную монетку, отправляется домой. Этим выражается уважение к священному месту и память о молениях в старину своим высшим божествам. Чуваши чрезвычайно боятся киреметей и положительно разоряются на жертвоприношения им, особенно при продолжительной болезни. Дети еще с малолетства запугиваются «киреметью». Я помню, как нам было страшно проходить мимо «киремети»: мы опасались даже говорить между собою, чтобы как-нибудь не проронить оскорбительного для «киремети» слова. Как-то невольно слово застывало на языке. Никит. Киремет место — место, где приносят жертву киреметю. N. Ĕлĕк чăвашсем киремет патне укçа пăрахнă, халь нухрат пăрахаççĕ. Акă вăл мĕшĕн: халь киремет ашшĕ вилнĕ, теççĕ, аслă ывăлĕ уйăрлса тухнă, вăталăхĕ салтак(р)а, кĕçĕнан ухмах, теççĕ; çавăнпа ăна халĕ, укçа вырăнне нухратпа улталаççĕ. Собр. Умма татас вăхăт çитиччен, киремет патне умма татса еçсе пăрахсан, киремете аçа çапса çунтарса ярать, теççĕ. Çапла тусан та тармасан, сысна пуçĕ кайса чикеççĕ, тет те, вара тарать, теççĕ. N. Вăл мăн чӳк тенине киремет ăшăнче тумаççĕ, пĕр таса çерем çине тухса парне кӳреççĕ. Шурăм-п. Кунта ĕлĕк киремет пулнă, тет. N. Вăл киремет тени — йăри-тавра йăвăç; çав йăвăçсан йăри-тавра карта тытнă, çав карта ăшне пĕтĕм ватă çынсен (так!) пуçтарăнса кĕл-тăваççĕ. И. Тахтала. Киреметре ан вăрçăр, унта вăрçакан вилет. Никит. Çав киреметре час-часах çынсене киремет тытать. Начерт. 104. «Киремет» и «киреллĕ», место чувашского богослужения. Бгтр. † Пирĕн ял çине пăхсассăн, Шупашкарăн туйăнат, çак ял çине пăхсассăн, киреметĕн туйăнать. Панкми. Чĕке ту киремет, Мăн киремет, Çĕн киремет. Чăвашсем 13. Чăвашсем, килте пĕр-пĕр çын чирлесен, юмăç патне каяççĕ те, вăл вăсене мĕн-те-пулин каласа ярат. Е пĕр-пĕр ыр сăмах калат (киремете), ырă сăмах каласан вара часрах тума хăтленеççĕ. Хăш киремете, вăл юмăç мĕнпе чӳклеме калат: пăтăпа-и, хур-кăвакалпа-и. Пăтă юсманпа ак çапла тăваççĕ: пилĕк тиркĕлĕх юсман тăваççĕ те, унтан пăтă пĕçереççĕ; пиçсен вара, кайса хăш ырăсем каманине чӳклеççĕ. Пырсан, пăттине юсманне лартат та, асăнат: е пĕсмĕлле, тав тăватăп, пуççапатăп, çырлах, мана хĕнне асапне ан пар, тесе. Хамăр айванлăхне пуççапса каçарттарма килтĕм, çырлах, ан пăрах, тет. Çак сан таврашăнта ытлашши сăмах калаçнă пулин те, вылянă-кулнă пулин те. Çырлах, тунă кĕллĕме хапăл ил, эпĕ хуранлă пăттăмпа, тиркĕлĕ юсманăмпа асăнатăп, витĕнетĕп, мана (чит. ман) айван кĕллине хапăл ил, эпĕ хам айванлăхăмпа йăнăшрăм, çырлах, тунă чӳкĕм-кĕллĕм вырăнлă пултăр, тет. Вара виç хут ӳксе пуççапат та, тата укçа хурат вара, миçе пус та пулин. Ун пек киреметсем пирĕн çĕрте пилĕк тĕлте. Ак ăçта: пĕрремĕш — Шăхран тулĕнчи ырсем, вăл варман хĕрринче, çырмара, Киштек хирĕпе хамăр хир хушшинче; иккĕмĕш — Киштекри ырсем теççĕ, вăл çирма ялта, вăрман хĕрринче; виççĕмĕш киремет вăрмантан пăртак аяккарах, унта ĕлĕк пит шултăра вăрман пулнă, пит вăйлă вăрман пулнă, çĕмĕрт пит нумай пулнă; анчах вăл киремет пит хаярччĕ, тет, вăл; унта никам та пырса кĕреймесчĕ, тет; вăл вăрмана вара уделни вăхăтĕнче кирпĕç тума кастарнă, тет; ăна кастарма килекен старшина вара пĕр уйăхранах вилнĕ, тет. Тата пĕр Киштек вырăсĕ çав киремет тĕлĕнчен иртсе пынă чух, ун тĕлне çитсен, мăшкăлласа, ларса сыснă, тет те, хăй вара пĕр эрнеренех вилнĕ, тет; пит усалччĕ тет, çав киремет. Çавăнпа унтан халĕ те пит хăраççĕ. Халь анчах йывăç сахал юлнă ĕнтĕ: саккăр-и, тăххăр-и анчах юлнă ĕнтĕ. Тăваттăмĕш киремет — Тарăнварта, вăл Салмалав хирĕпе хамăр хир хушшинче. Пиллĕкмĕш киремет — Хула ăшĕнче, Ахтапана кайнă çĕрте, çӳлĕ çыран хĕрринче. Тата тепĕр киремет Кăнна урлă, Таяпа енче, тĕме çинче; унта пĕр хурăн ларат халĕ. Çак киреметсем пурте пĕр пек мар: хăшĕ ытларах та хаяр, хăшĕ аплах мар, тет. Тата хир-йĕнче, Раккассипе Елшел хушшинче, пĕр киремет пур, тет, çавна çитес хаяр киремет çук (такого злого киреметя, как он, нет), тет, вара. Ун тĕлĕнчен иртсе кайнă чух калаçма та юрамаст, тет, кулма та юрамаст, тет. Вăл киремет вырăнĕ çултан инçе мар, çултан çĕр хăлаç анчах, тĕме çинче, таврашĕнче йывăçсем ӳснĕ, çавăн енне çавăрăнса пăхма та юрамаст, тет. Пĕлтĕр пирĕн ялсем улатимир Аçтап(п)анĕ Миххайла праçникĕнче Раккассине йыхрава кайнă. Унта вăл ĕçкеленĕ, каç пулсан тин тухнă, хăй ӳсĕр пулнă; çав киремет тĕлне çитсен, аташнă вара, аташса çаврăнкаласа çӳресе шат супнă вара. Унтан çав киремет тĕми çине пырса кĕнĕ те, унтах лашине тăварса, çуни çумне кăкарса, выртнă вара. Вăл, çывăрсан, пит усал тĕлĕк курнă вара. Тухнă, тет, салтак çарри, пурте пăшалпа, тет, унтан кăна та шурă кĕпе-йĕм тăхăнтарса пăшал парса, салтакла вылятнă, тет. Унтан ирхине, тул çутăлсан, киле тавăрăннă вара; киле тавăрăнсан, мĕн пулнине пурне те каласа кăтартнă вара. Унтан вара хăй пĕр эрнеренех чирленĕ те, тăватă уйăх асапланса(н), вилчĕ вара. Нимскер туса та мая килмерĕ. Хăй виличченех пĕтĕмпе çĕрсе кайнă. Сред. Юм. Кашни киреметĕн хăйăн хуçи пôр, теççĕ. Çав хуçин çитĕнсе хĕр качча кайсан, çав хĕрĕн ô киремете хăйпе пĕрле илсе каяс пôлать, тет; хăйне илсе каймасан, киремет темле чирпе те чирлеттерет, тет, çав хĕре. Чирлесе аптрасан, хĕр вара киремете хăйпе пĕрле илсе каять, тет; ăна илсе каяс пôлсан, ак çапла тăваççĕ, тет: пĕчик пӳкçни (= пукане) тăваç, тет, тôтăр таткисĕнчен чӳркекелесе те: çак пӳкенипе пĕрле киремет пытăр, тесе, хăй качча кайнă яла илсе кайса, орам варрине пăрахса хăварать. Вара çав пӳкени пăрахса хăварнă çĕрте киремет полать, тет; он хуçи вара çав пӳкени илсе пыраканнисĕм полаççĕ, тет. Çапла вара пĕр киреметрен икĕ киремет полать, тет: пĕри çав ĕлĕк полнă çĕрте, тепри пӳкенипе илсе кайнă çĕрте. КАЯ. Хăшĕ-хăшĕ чӳк хыççĕн (после моленья) киле кайма лай(ă)х мар, тесе, киреметсене кайса, укçа парахса кĕл-тусан, тин тавăрнаççĕ. М. Васильев № 3, 4. Çав хорама котне кайса янă çынна чăвашсем киремет тее пуçланă, киремет хăй çих полман-мĕн, онăн çемьи те полнă. Собр. Пуринчен ытла чăвашсем киремете пуççапаççĕ, ăна вăсем хурăнсенче, ăвăссенче, çеремсем çинче, е хурамасенче, юмансенче пурнать, теççĕ. Пĕр пĕр çын халсăр выртсассăн, часрах: е арăмĕ, е амăшĕ, е аппăшĕ, юмăç карчăкĕ патне чупса каять. Вăл пырсассăн, вара юмăç карчăкĕ хăйĕн пĕр тӳмме пек юмăç пăхмаллине енчĕкĕнчен туртса кăларат те, тути патне еçсе, тута тавра çавăркаласа: çав киремет тытман-и? ку киремет тытман-и? тесе, тӳммине ярать те, çиппе сулкалама тытăнать. Тӳмми сулкалансан: çав киремет тытнă, теççĕ; тӳмми сулкаланмасан: урăх киремет тытнă, теççĕ, вара тата пăхма тытăнаççĕ. Çапла вара юмăç пăхтарма пыракана суйса яраççĕ. Юмăç пăхтарса килсессĕн, киремете пăтăпа, юсманпа чӳклеççĕ. Шăматкун пасара пĕр икĕ пăт ыраш е сĕлĕ нухрат илсе парса яраççĕ. Килте вăл вăхăтра тайăн сăра тăваççĕ. Тайăн сăра тусассăн, пасартан нухрат исе килеççĕ те, пăтăпала, юсманпала киремете чӳклеççĕ; чӳкленĕ чухне юсманне пĕртак чĕпĕтсе илеççĕ те, нухратпа пĕрле уя, ăçта киремет пур, çав вырăна, пăрахаççĕ. Вырсарникун çитсессĕн, ир ирех киремет сăрине, ĕстел çине çăкăр хурса, чӳклеççĕ те, пĕрне часавай патне турра çурта лартма яраççĕ. Часавай патне çитсе, кулач исе чӳклесен, пĕр татăк киремете: çытăр, тесе, пăрахаççĕ. Çав пăрахнă кулача пĕр-пĕр ула-курак е çăхан çисассăн, киремет çиленет, теççĕ. Кайран тата халсăр выртсассăн, тата тӳрлетеççĕ. Ib. Чăвашсем киремете туррăн шăллĕ (в ориг. «шăлĕ») теççĕ. Т. VI. 54. Тата ĕçленĕ чухне те: вăрçса те ятлаçса çӳретпĕр пулĕ, киреметсем, çырлахăр, тет, турамăшĕ! НАК. Сырлан киремечĕ, Хура-Кĕсрери киремет, Саланчăкри киремет, тăлăп ăшĕнчи киремет! Пурăр та çырлахăр, пиртен урăх ан ыйтăр; кама мĕн кирли аçăвăртан ыйтар (см. ,,сĕмĕле»), эпир ăна сирĕ(н) тӳпĕре те патăмăр (дали и на вашу долю). БАБ. Ахаль те пирĕн хирте киремет нуммай, мĕн пурĕ пилĕк киремет: Аслă киремет, Кĕçĕн киремет, Пулат киремечĕ, Явка ялĕ, пиллĕкĕмĕшĕ — çичĕ çырма пуçĕ. Ib. Вăл аннен ала тымарне тытрĕ те, калама пуçларĕ: а! сире тăшман киремет ячĕпе пăсса пĕтернĕ. Янш.-Норв. Йĕкĕр-чуллă, аçаллă-амаллă киремет! Карăш пурчĕ (чит. пурчĕ?) киремет, уй пуçĕ киремет, Алăк умĕ киремет, Кивĕ-çурчĕ киремет! пурăр та çырлахар, пиртен ытлашшине ан ыйтăр, мĕн кирлине аçăвăртан ыйтар, эпир ăна сирĕн валли те патăмăр. (Уй чук туни; молитва к киреметям). ЧС. Кăна, сирĕн ĕнене, киремет тытнă; пĕр кавакал памасăр çырлахас çук, тенĕ (сказала старуха-йомзя), N. Вăл туррине те, киреметне те ĕненмест. N. Киремет тытрĕ: алă-ура чист хутланса кĕчĕ (киремет прогневался и послал болезнь). Нюш-к. Вырăслайра пĕлтĕр пăру кĕтӳçне, пĕчик ачана, машшин курăннă, тет. Шуркут Ярмулли (ватă çын) уна илтсен: киремет вырăн шырать пуль, тет. Çавах мана кĕлел тавра иртнĕ çăвла ут кĕтӳ кĕтнĕ чух... (здесь пропуск). Халь киремет пĕр çынна та тытнине каламаççĕ çак, тесен ак çапла каларĕ: халĕ киремет йăвашланчĕ, ĕлĕк питĕ хаярччĕ; эпĕ унтан 2 сум вунă пус парса (пăрахса) аран хăтăлтăм, арăм чут вилсе каятьчĕ. М. Васильев. Киремет тесе, çынна тытса хутлакан турра (так!) каланă. Вăл пит усал пулнă; ăна, тул çăнăхĕнчен сар çупа çăрса, юсман туса панă. Шурăм-п. Атте мана шăппăн каларĕ: ку киремет мар, ку арçури; киремет вăл куçа курăнмаст (терĕ). N. Киремете парнене кӳрекен выльăхсем: хур, путек, така, вăкăр, тына тăваççĕ (приносят в жертву), урăх пĕр япала та тумаççĕ. Чхейп. Вара сымар выртакан çынĕ чĕрĕлсен: киреметсем çырла(х)хăрçĕ ĕнтĕ, тесе хĕпĕртенĕ; сымар çын çаплах чĕрĕлмесен, киреметсене тата ытларах тăрăшса тăва пуçланă. Татах сымар çын чĕрĕлмесен, каланă вара: çук, пирĕн киреметсене кам-та-пулсан пирĕн çиран (на нас) елеклерĕçĕ пуль, тенĕ, çавăнпа çырлахмаççĕ пире киреметсем, тенĕ. Курм. Киремете валли: пашалу, вĕтĕ йăва, пăтă пĕçерсе, турăшсене кутăн тăрса, алăк янаххисем çине, çтенасем çине, йĕркипе, çуртасем çутса, чăркуçланса ларса, пуçĕсене чиксе, темĕскер пăшăлтатса кĕл-тăватчĕç. Ib. Пирĕн аттесем киреметсене салат, хăмла, çпичкă, тата укçа пăрахатчĕç: на сана, киремет, сăра туса, ĕç-çи, савăн; малашне пире ан тив, тетчĕç. Байг. Тата манăн аттепе анне тĕрĕс чăн тĕнпе пурăннă: тĕрлĕрен киремете, хĕрт-сурта чӳк туман, тата юмăç патне те ăс ыйтма çӳремен. Ст. Чек. Киремет вăл аван улталанă, шур сухаллă старик пулса, çынсене курăнса вăл каланă: эсĕр мана çапла-çапла асăнсассăн, хĕн-хур ямăп, тенĕ; чир-чĕр ямăп, тенĕ, выльăх-чĕрлĕх-хĕре айăп тумăп, тенĕ; асăнмасан, хур туса пĕтерĕп, тенĕ. Иванова. Пирĕн ялти тĕне кĕмен чăвашсем: питĕ усал киремет, тесе, çаксене шутлаççĕ: Хăмăл ятлă киремете, çиçтĕпе, тата ял вĕçĕнчи пĕр пысăк хыра. Сюгал-Яуш. Ĕлĕк киремечĕ хут пĕлнĕ. Хут пĕлнĕ те, ăна нимĕнпе те улталайман, укçах (так!) парсах пынă. Вăл аччи-пăччисене (так!) хут вĕрентмен. Çавăн пирки, хĕç тимĕртен касса, тенкĕ пек туса пăрахсах улталаççĕ. Шинар-б. Пирĕн хамăр патра пĕр çыран хĕринче пĕр çӳлĕ ту пур, унта пурте: киремет пур, тесе, пуççапнă, укçасем пăрахнă. Халĕ ĕнтĕ пирĕн вăл киремет сăрчĕсене сухаласа пĕтерчĕç. Ăна пурте сухапама хăранă. Виçе кассинче пĕр Иван Гаврилыч ятлă çын пулнă, вăл вара çав киремет сăрчĕсене, йӳнĕ хакпа илсе, акса пурăннă. Çапла вара пирĕн патра киреметсене пĕтернĕ. Собр. Киремете вĕсем турăран те аслă, теççĕ. Чирлесен, ăна: е хур, е кăвакал памалла, теççĕ; хур та, кăвакал та памасан, вăл вилет, теççĕ, мĕшĕн тесен ăна киремет: нуммай вăхăт иртернĕ, тесе, вĕлерет, теççĕ. Юрк. † Çӳлĕ ту çинчи киремет, начарланнă шеремет; шурă такапа чӳк тусан, самайланнă киремет. Çĕнĕ ялсенĕн хĕрĕсем начарланнă шеремет, Кивĕ-ялăн каччисем, чуп-тусан, самайланнă шеремет. КАЯ. Çавăрăнсан-çавăрăнсан (хлеб при гадании), хай мăн килемей аннене укçа çине кăтартса каларĕ: пăх, кин, пăх, тулĕк сан куçа те курнать тем, укçа çине пĕр пĕчĕк улпут сиксе тухрĕ. Вăл улпут Сурăм киремеч ывăлĕ. Унăн çăварĕ кĕмĕл, чĕлхи ылттăн, кĕçĕн чĕлхи (uvula) пăхăр; вăл икĕ чĕлхе ак мĕн калать: Апрам таврашĕ (пирĕн йăх ячĕ) ĕлĕк ман асаттене, вырăсла пулнă чух, пĕр тиха паман, халь çавăншăн ачине урнă йăтă туллаттартăм, ун ачи урса вилĕ!.. НТЧ. Хĕрлĕ çыр киреметĕнчен... N. Кайри (киремет?). N. Киремет пӳрчĕн никĕсĕ. См. Шĕнер киремечĕ, Рекеев III, 5, Магн. М. 121. || Приносимое в жертву киремети. Макка 53. Пирĕн ял патĕнчех хурăн çул пур, çав хурăн çул çинче киремет прахаççĕ. || Бранное обзывание. Ст. Чек. Ку киремет ста карĕ? Куда это он поехал? || Назв. местностей. НАК. Пĕрре кайăк хыççăн Хура Кĕсрери киреметре çӳренĕ чух, кӳлĕре пĕр кăвакал куртăм. Елаур. Киремет. Вăл Маликасси хыçĕнче, çӳлĕ ту айĕнче. Ĕлĕк унта киремете чӳк тунă. Унта малтан сĕм-тĕттĕм вăрман пулнă. Бел. Гора, Ст. Ганьк. Киремет, назв. урочища. Янших. Б. Пирĕн ял укăлчи тулашĕнче виçĕ хырă йывăççи пур. Çав хырăсем патĕнче ĕлĕк суя тĕнлĕ çынсем ку киремете пуççапнă, çавăнпа вăл вырăна Киремет, тенĕ. || Назв. оврага (тип çырма) около д. Дуваневой, б. Буинск. у. («унта ĕлĕк учук тăваччĕç»). || Назв. горы около д. В. Байгуловой, Козлов. р. Эпитеты «выртакан», «выртан», встречающиеся в названиях духов, повидимому, также свидетельствуют о том, что культ киреметей возник у чуваш из почитания умерших, слившегося впоследствии с культом мусульманских святых, на что указывают и сл. киремет, мăчавăр, мамале. См. Оп. иссл. чув. синт. II, 270.

кичем

(к’иџ̌эм, киζ’эм в Пшкрт. киџӓм), скучно; неприятно, горько. конфузно, жутко, дико, странно. N. Уйăрăлса каясси ăна пит кичем пулнă. Расставаться ему было горько. Юрк. Кăмăлăма тепле кичем, хама хам нимĕн тума пĕлместĕп. Стюх. Кичем — неприятный. Ib. Кичем пăхать. Смотрит антипатично, неприветливо. Хурамал. Кичем туйăнчĕ — лайăх пулмерĕ. Баран. 6. Кичем вăхăт çитсе пырать; ноябĕр уйăхĕ çитсе килет. N. † Çак пӳртре мĕн кичем? (Кĕл кичем). Пшкрт. Эп вăлсам пӧртне кĕместĕп, вăлсамăн пӧрчĕ (чэ̆) кичем (в ней мертво, неприятно). Ib. Кичем çын, мрачный, недобрый человек, неприятный по виду. Юрк. Тепле пăхса тăма та куçа кичем туйăнат. Букв. 1886. Эпĕ нимĕн чĕнейместĕп, кичем (= горько?) пек пулчĕ, йĕтĕм-ятăм. Альш. Килте ырă пулманни кичем пек туйăнат, чуна хуçат (болит душа). Тюрл. † Ай хай, маллахай, сӳсмен пăяв суллахай! Матка çукки кичем пек, матка пурри самаях. Сред. Юм. Ват çын пĕчик ача пик сăмахлани кичем пик туйнать. N. Унăн сăмахĕнчен кичеме ӳкесси çук (не будут недоверчивы) Ск. и пред. 107. Ылттăн хĕвел тӳперен сăрт хыçнĕ анса ларсан, тĕнче хăйне кичемрен тĕтрене карса ярсан... N. Пĕтĕм çын уйра ĕçленĕ чухне ялта пĕччен ларма питĕ кичем («скучно, жутко»). Шел. 138. Упăте пырса çавă хăвăлăн (дуплистой колоды) икĕ пуçне те çаврăнса пăхса: ха, кичем, кичем! Халĕ пĕр кичем, кун пек ик кутлă çын та пулĕ мĕн? тесе, тĕлĕнсе, аллисемпеле икĕ пĕççине шарт! шарт! çупрĕ, тет. Никит. Пĕтĕм тӳресем вăтанса хĕрелсе кайрĕç; вĕсем, кичем пек пулса, пĕр шарламасăр ларчĕç. N. Кичем пек пул, обижаться. Хурамал. Мана кунта пурăнма кичем (скучно, сиротливо, стеснительно). Чуратч.-Ц. Карачăмăн пĕччен выллямасăр тăни кичем пулнă курнат. Янтик. Ытла кичем унта пĕччен ларма (скучно и жутко). Орау. Ай-яй-яй! Арман хуçи кукаçи, арăм çук та, кичем пек. (Говорится так себе, когда нечего больше говорить). КС. Пӳртре пĕччен ларма кичем (скучно). Ib. Пĕччен ларма ним кичем. Ib. Çакă пӳртре ним кичем. Е. Орлова. Кичем — скучно. Н. Уз. Пĕччен пурăнасси пĕр кичем (скучно и пр.). Кан. Кичем ан пултăр, тесен, «Капкăн» илмелле.

кул

(кул), кол, смеяться; насмехаться, издеваться. Ст. Чек. Эпир кулатпăр та, вăл та кулат; çынсем кулсассăн аяккинчен тĕрт, тесе калаччĕ, тет. Альш. † Эй тăвансем, чунăмсем! Тапайăр та сикейĕр, выляйăр та кулайăр. Ст. Айб. † Вĕсем кулнипе, чăтаймасăр эпĕ те кул-яр (возьми да и рассмейся). Юрк. † Хура вăрман хĕрри хурамалăх, авмасăрах авăнса тăрат-çке: ай-хай, милай, савнă сарă хĕр, кулмасăрах кулса тăрат-çке. Ib. Кайран хăйсенчен хăйсем каçса кайса кулаççĕ. N. Эпĕр ӳксе колтăмăр. Мы смеялись до упаду. Шорк. Малтан манпала чиперех калаçатчĕ; пăртак тăрсан пăхатăп — вăл эп ĕçленинчен кула тăрать. Сначала он говорил со мной хорошо, потом смотрю — оказывается, он смеется, смотря как я работаю. («Выражается недоумение по поводу данного факта, неожиданность»). Янтик. † Кăпăрт-кăпăрт пусмашкăн, хăма çинче мар эпир; пиртен кулса лармашкăн, хĕрпе каччă мар эпир. Шурăм-п. Кулин култăр, тетĕп, ăна мĕн пăхатăн, ухмах çеç çынтан кулать. N. Çук, тетĕп, эсир чăваша лайăх пĕлместĕр, ахаль кулса иртерсе калатăр, тетĕп вырăса. Ск. и пред. 14. Хĕвел кулса çутатать, çулнă ута типĕтет. Тораево. Улпут: çав пупран кулмали (повод к смеху) туп-ха, тесе каларĕ, тет, Сохрона. Регули 750. Колмаллаччĕ каласа кăтартнă чох. Ib. 749. Колмалла, лепле каласа кăтартрĕ! Сред. Юм. Кам пит алхастарнă çавсĕне, кĕçĕр çĕрĕпе те çывра пĕлмеççĕ. (Колмалла япала каласа парсан калаççĕ). Толст. Ăна кулма анчах çырнă-и-тен? (на смех). Орау. Апла тусан; аван мар. — Пулин (пусть), кулма аван мар-и? Ib. † Хăнасем илтмеççĕ, кулаймаççĕ ĕнтĕ. N. Çынтан кулакан çын ыр çын мар, теççĕ. (Послов.).

кулачă

колачă (-ζ’ы̆, -џ̌ы̆), белый хлеб, калач. ЧП. Тулă кулачи. Етрух. Кулачисем — пăри кулачи е тулă кулачи. Шурăм-п. № 7. Кулачă майринчен (у калачницы) кулачă илчĕ. Кан. 1924, № 109. Вĕсем пĕр Шупашкар шур кулачине ытараймасар-кăна Шупашкара килнĕ.

кун тавăрăнни

(зимний и летний) поворот солнца. Истор. Раштав уйăхĕнче (декабĕрте) кун таврăннă вăхăтра вĕсем (славяне) хĕвелшĕн праçник тунă. Бгтр. Кон тавăрăннă чох ăшă полсан, малала ăшă полать; сивĕ полсан, сивĕ полать. СЧУШ. Çула кун тавăрăнмасăр шăхличĕ калама юрамасть.

кун пек

кон пек, кон пак, подобный этому, этакий, этак. Шурăм-п. № 21. Вырăссем: кун пек-çке вĕсем, чăвашсем, тесе, юмахласа каяççĕ.

кунта

конта (-да), здесь, тут; сюда. Альш. Ача-пăча тула тухĕ, кĕлĕ çĕрĕ-мĕн кунта: темĕн пулĕ ача-пăчана, тенĕ вĕсем (говорили). Орау. Лере чухне эрнере пĕрехçех ĕçсе ӳсĕрĕлетчĕ, кунта килсен, кулленех ĕçет (будет пить) вăл. Якейк. Эп сантан нумай конта порнап (гораздо ближе сюда). П. Патт. 8. Ата, Илюк, каяр малалла; кунта тăрса май килес çук: каçа хирĕç, кам пĕлет, таçта (пожалуй) кашкăр та персе çитĕ. N. Конта йор онта-конта анчах йолчĕ.

кунтан

контан (-дан), отсюда. К.-Кушки. Час кунтан тухса каймалла пулат (придется выйти). Ib. Вăл Ял кунтан пилĕк çухрăм. N. Вĕсем мана кунтан пусмăрласа илмесессĕн, айăпланмăттăм. ||После сего, после этого происшествия. СТИК. Кунтан ак çулсем кĕскелсе килĕç, вăйран кайăп... Ун чухне мĕнле пурăнăр! Вот я состарюсь, сил не будет — тогда как будете жить! Ib. Кунтан эпĕ вилсен хытă хыпăр та-ха... унччен! «Когда я умру вот, то почувствуете, как хорошо жить, а то еще теперь плюете на меня»! Ib. Кунтан (повышение голоса на «кунтан») юлтăр çав куштанпа çыхланасси! Ну уж теперь больше не буду связываться с этим коштаном! (То же в Сред. Юм.). Орау. Кунтан малашне куллен-кун пите супăнпе çăвас мар, эрнере пĕрер (или: пĕре) çусан, çитĕ. N. Кунтан чĕрĕлсен те çынсене кураймасăр тăрĕ-ши? Чăв. й. пур. 13. Кунтан эпĕ вилсен, эсир вăл Алмаса ман çуртран нимĕскер те ан парăр, терĕ. Ib. 35. Кунтан арăмă чĕрĕлсен, ан ман, эп мĕн ыйтнине асту! Собр. † Кунтан тăван пăрахас пулсан, хур пулманнине мĕн пулĕ? Ст. Айб. † Тусăм, кунтан, ай, иккĕн уйăрлсан, хăçан пулăпар-ши пĕр çĕре?

кунтарах

ближе сюда. Изамб. Т. Орау. Вăл ял Хусантан пĕр пилĕк çухрăм кунтарах (ближе сюда; или: леререх, если она дальше Казани) пирĕн çул çинчех ларать. Слакбаш. Эп шкултан пĕр пӳрт кунтарах пурăнап, я живу не доходя одной избы до школы. Ib. Вĕсем Чĕмпĕртен кунтарах пурăнаççĕ. Они живут в эту сторону от Симбирска (ближе сюда).

купа

копа (куба, коба, Пшкрт: коβа), куча; копна. Кан. Срук çине срук. Ун çине каллех срук. Каллех пĕр купа срук. Анчах укçи çук. N. Кайсан-кайсан, вĕсем чул купа айне кĕрсе каяççĕ. Коракыш. Çул хĕринче пĕр навус (пăх) купи пур, çав купа çинче пĕр купа курăк пур. СЧУШ. Уйра е кула, е çĕмел манса юлсан, вĕсенĕн хӳçин кил йышĕнче пĕри те пулин вилет. Салашево. Хĕрсем пурте улăм купинчен улăм çыртса илеççĕ. (Гаданье). Н. Седяк. Купа — пысăкрах купаланă утă. Сред. Юм. Копа торттарас, возить копны сена. Кĕвĕсем. Вуник купа капанĕн хушшинче пĕр сыпăксăр кĕпçе ӳстертĕм. || Мера лугов. Пшкрт: коβа (или: коβалы̆к) пэ̆рт с’э̆рэ̆; с’ор коβалы̆к (она вал’л’и с’ор коβалы̆к картса парза) = с’ор jэт с’э̆рэ̆. Ib. коβа = шиш либо тридада.

кур

кор (кур, кор), видеть, увидеть; видать, увидать; заметить. Кр. Чет. † Корак килет: корас, тет; корса, пăхса илес, тет. N. Эсреле час-часах куракан та пулнă. N. Таврăннă чух юрласа, парнисене çынна курмалла илсе таврăнаççĕ (чтобы все видели). ЧС. Киле кайма тесе, тула тухнă та, кĕлет тăрри çуннине курах кайнă (вдруг увидел, что горит крыша амбара). N. Корман-илтмен çын (совершенно незнакомый человек). ЧП. Хăрпăх витĕр пăхрăм та, ылттăн чĕкеç курах карăм. Альш. † Илсем, йысна, çĕлĕкне, кукша пуçна курарах! Юрк. Выля, выля, авантарах выля! чăваш арăмĕ епле ташланине курар-халĕ. Ib. Курăпăр, унта мĕн пулĕ! Увидим (посмотрим), что там будет. Ib. Эпĕ пулатăп, куратăн! Да, это я (был)! Ib. Куратна? тесе ыйтат. — Çук, курмастăп, тет. Ал. цв. 22. Сана эпĕ хамăн тĕссĕр, курас килми (отвратительное) ӳт-пĕвĕме кăтартаймастăп. Сĕт-к. Çав Элекçи коймăрланнине пре те корас килмеçт вара. Якейк. Эп кортăм эсĕр калаçнине. Регули 145. Эп кайнине вăлсам мана кораççĕ. Ib. 753. Эп кортăм, вăл онта кĕчĕ. Ib. 817. Эп кортăм кам килнине. Ib. 144. Вăл мана корчĕ килнине. Ib. 138. Эп килнине корчĕ. Ib. Ытти çынсем ун хыçĕнчен кĕнĕ чухне вĕсем чулсем хушшинче пăхăр арча курах кайнă. Ачач. 47. Шкул хапхинчен тухнă-тухманах, хайхи качака сухалне (козлобородого) курах ячĕ. N. Паян халиччен курман-илтмен çынпа паллашрăм. Тоскаево. Курмасăр курнă кăнтăрла çурта çутнă, теççĕ ваттисем. (Послов.). Альш. Çав аслă çулпа Куславкка çулĕ çинче мĕн курсан кураттăмăрччĕ эпир тĕнче (наш кругозор этим и ограничивался). Лашм. † Пире илес тиекен сар ачисем Хусан купси хĕрсене илни çук; майра пулса килсе курни çук. ТММ. Курнă суккăра илеччен, курман суккăра ил. (Послов.). Ск. и пред. Куртăм вара курмаллах мĕншĕн çав юр çунине. Ib. 44. Епле пĕлтĕр макаçи тыррине вăрларĕ те, курман пулчĕ хăй (отказался от того, что видел). Собр. Курман çĕртен курнă çын кăнтăрла çурта çутат, теççĕ. (Послов.). Т. Григорьева. Курман кăнтăрла çурта çутнă, теççĕ. Сред. Юм. Корман çĕртен корсан, кăнтăрла çорта çутнă, тет. (Говорят про человека, бывшего бедным, но потом обогатившегося). Ib. Мана корни-пĕри вăрçаççĕ. Кто ни увидит меня, все ругают. Собр. Курнинчен курманни нумай, теççĕ. (Послов.). Байгул. † Мĕн пăхатăр пирĕн куçран, çӳлте çăлтăр курман-и? (Оригинальное сравнение). Якейк. Çын корнă-корман карта тытса лартрĕ. Ib. Ай, çав платньăксам лайăх ĕçлеççĕ-çке, çын корнă-корман паччалăк туса лартрĕç! || Смотреть, глядеть; наблюдать; брать пример. Ала 3. Хĕр, курса çӳресен-çӳресен (после того, как везде походила и на все поглядела), унăн каясси килнĕ, тет, тинĕс патне. Шурăм-п., № 14. Яш-кĕрĕм тем чухлиех. Икĕ ача уткăнаççĕ анчах. Ыттисем курса тăраççĕ (наблюдают). N. † Çинçе пилĕк хура куç кам телейне курса (на чье счастье) ӳсет-ши? С.-Устье. Çав вăхăтра хуçа патне улпут тарçисем курма пынă, тет. (Употребляется вместо «туй курма», «хĕрсем ларнине курма» и т. п.). Юрк. Арăмăн упăшки килне тавăрăнсан, хунямăшĕ те хĕрĕ патне кĕрӳшне курма пынă. Кама 29. Ну, киле кайса, çырткалам-ха, çиессĕн килчĕ. Каçхине курăпăр-ха (посмотрим). N. Вĕсем те (молодежь), ваттисене кура (взяв пример), урăхла юрăсем кăшкăрса юрла пуçларĕç. Учите детей. Ашшĕсенчен кура ачисем те пĕчĕккĕллех чĕлĕм туртма вĕренеççĕ. Халапсем. Çавăнтан вара, вĕсенчен курсах, ыттисем те хăйсем валли çапла сăра тăва пуçларĕç, тет. N. Тухнине кура унта та пырса тăнă. N. Мускав хулине чипертерех курасшăн пайтах урамсене çите куртăм. N. Çавăнпа вĕсенĕн ачисем те, ашшĕ-ăмăшне курса, çамрăклах ырра, лайăха вĕренсе ӳснĕ. || Встречать. N. Кушкăсем Ивана куртăм. N. Кушкăри аппана Хусанта куртăм. Орау. Вăрмана каймассеренех кураппăр эпĕр ăна (встречаем). N. † Пирĕн тăвансем хушши ытла инçе, куракан çынтан, салам ярăрсам; салам ярса салам çитмесен, хăвăр, асăнса, килсе курăрсам. М. Васильев. Ачасĕм ялта коракана-пĕрне (кого ни встретят) шывпа сапса çӳреç. О земл. Халиччен çĕр ĕçĕ çинчен чăвашла çырнă кĕнеке эпир курнă-тăву çукчĕ. Бес. чув. Тата темиçе хут та Керимуллапа курса калаçмалла пулнă. || Видеться; повидаться. N. Йăпăрт анчах корасчĕ сере (= сире)! Б. Олг. Ну, тет, кортăмăр, тет; атя хопаха тет, пĕр коссушкă эреке ĕçĕпĕр, тет. Слеп. † Эпĕр ĕçме килиса, эпĕр корма килиман. Йӳç. такăнт. 19. Сыв пулăр, тепре кураччен! До свидания! N. Тавăрнсан, пĕр-пĕринпе курса, пĕр виçĕ курка сăра ĕçесчĕ. (Письмо). Юрк. Санпа курса калаçнăранпа (со времени нашей встречи) тăват-пилĕк хăваттире куçрăм. N. Тав ĕлĕххисене! — Апла пулсан, юрĕччĕ те, куримастпăр çав (редко приходится видеться). Альш. Сывă пулăр-ха, куриччен! До свиданья! || Претерпевать, испытывать, переносить, выносить. ГТТ. Курмалли пулнă. Такова (его) судьба. Ib. Курасси пулнă. В. С. Разум. Унта ташлама тапратрĕç. Манăн çав ташланă вăхăтра ыйхă киле пуçларĕ. Манăн çав ташă вăхăтĕнче мĕн пур курни те ыйхăпа вăрçни анчах пулчĕ. Тогач. † Ай акисам, акисам! Килетĕр те тăратăр, кăркка чĕпписем мĕн кураç пулĕ! (т. е. вы ушли из дома, не покормив их). N. Темĕн те курса ларăр ак! Вот с вами случится что-нибудь скверное! (Угроза). ЧС. Пĕлтĕр те лаша вилчĕ, кăçал та апла пулсан, мĕн курăпăр вара! КС. Турă куртăр сана! (Пусть накажет, воздаст). Шел. 29 Ылттăн çурта кĕрсен те, кĕмесен те, вилмелле, мĕн курнă пуç куртăрах, унта мĕн пур пĕлмелле. N. † Йывăр хуйхă курнă çукчĕ, çурчĕ çамрăк чĕрене! Кĕвĕсем. Мĕн тăвас лутра кăвакал? Мĕн курас лутра кăвакал? Юрк. Чĕрĕм чунăм чăтманнипе кура-кура çӳрерĕм (скитался на стороне?). Ib. Тĕлĕнмелле! Усал курассисем, калăн, юри çак вăхăта кĕтсе тăнă, тесе! Ib. Курассине хирĕç. Как на грех. Ib. Хыçĕнче тăракан пĕр çынни, ку çапла хăраса тĕсрен ӳкнине курсан, унăн аркинчен туртса: унпа ан кĕреш, çĕнеймесĕр, унăн айне пулсан, хăнтан ху çынна култарăн, темĕН курса тăрăн, хур пулăн. Ан кĕреш! тет. Ib. † Ĕмĕрĕ иртсе пырат, мĕн курассине пĕлмес. Ст. Шаймурз. † Курайман тăшман кураймĕ, хăй мĕн курасса пĕлеймĕ. О сохр. здор. Лекĕрсем сивĕрен пăсăласран сыхланма хушаççĕ пулсан та, пĕртте сивĕ курмасăр пурăнма хушмаççĕ. Алших. † Хур курассăр килсессĕн, Атăл хĕррине анса кур. Букв. 1886. Ак ĕнтĕ, шан ача пăчана, вырăнсăр нуша курса çӳре! Иревли. Çуралнă чух çырнине (что суждено судьбою) курмасăр ирттерсе яраймалла мар; курма хушманнине кураймастăн. Собр. † Эсĕ курнă пурнăçа эпĕ те кура парам-и? (Хĕр йĕрри). Сред. Юм. ЬIтлин-çитлин порнăç корса полмарĕ. Не пришлось жить в довольстве. Ала 88°. Вăл ачасем мĕн курман, хурлăхне те, савăнăçне те курнă вăсем. Образцы. Халиччен ырă çын умне тăманччĕ, чĕлхем çыхланнине курманччĕ. N. Конта темĕн те корăн! N. Курассу пулсан (если суждено судьбою), çитен иккен пур тĕле те (всюду. перебываешь). Никит. Макçăм: çаран укçи тӳлемесен, сутмалла пулат пуль-çке, мĕн курмалла, тесе, юмахласа улăхать. Истор. Алă-ура суран курни хисепĕ те çук. Кан. 1929, № 138. Ман пек, ни лаши, ни карт-хури çук çын çăкăр çисе курас çук (хорошего житья не увидит). || Юрк. Курас килмен япалана, ăна епле ирĕксĕр ĕçес тетĕн. || Считать за... СПБВ. Хăй чунĕ пек курать (юратать). N. Çамрăккисене тăвану пек кур. Ал. цв. 1. Хуçа хăйĕн хĕрĕсене чун пек курса пурăннă (души не чаял). N. Çиллисемпе мана тăшманăн кураççĕ. Букв. 1886. Эсĕ унта килте чупса çӳренĕ чухнехи пек куртăн-и мĕн? Ăçта сурăхусем? теççĕ. || С отрицанием в гл. возмож. — ненавидеть. Ск. и пред. 15. Эсир мана ӳстертĕр, ача чухне юратрăр; анчах ӳссе çитрĕм те, хĕрĕр чунне курмарăр. Чăв. й. пур. 23°. Вăл Натти пит усал кăмăллă пулнă, çынна пĕртте кураймасăр тăнă. Эпир пурнаппăр юлташпа. Икĕ кинтеш пĕр-пĕрне кураймасăр пурнаççĕ, чысти çавăн пекех пурнаппăр. || Знать. N. Çапах та ытти çынсем уна (это) курса пĕлсе тăраççĕ пулсан та, юмăçа кайма пăрахмаççĕ. || Относиться. Альш. Вăл пурне те хăйне курнă пек курать. Он на всех смотрит, как на себя, относится ко всем одинаково. || Принимать (за кого). N. Ĕмĕтленетĕр — илейместĕр; вĕлеретĕр, ăмсанатăр — çапах ĕмĕтĕре тăрантараймастăр; вăрçатăр, тăшманăн куратăр — çапах çук, мĕншĕн тесен ыйтмастăр эсир. || Дождаться (худого). К.-Кушки. Çаратсан çаратсан, мĕн-те-пулса курĕ-ха (пулĕ-ха). Грабит, грабит, да до чего-нибудь и дограбится. || Иметь. Истор. Санăн арăму Ирина халиччен ача-пăча курман, ахăр ӳлĕм те кураймĕ. Собр. Ай, пиччеçĕм, Николай, пичче! Эсĕ курнă ача-пчана эпĕ те кура парам-и, эсĕ курнă пурнăçа эпĕ те кура парам-и. Орау. Виçĕ пуса курман-им эпĕр, виçĕ пусшăнах çука юлмăпăр-ха! (т. е. копейка — не велик расход.) || Подражать. N. Эсĕ кукленсе кĕнĕ арăмран курса вĕрен. || Иметь целью. Бур. † Ай-хай, çинçе пӳçĕм, çамрăк пуçăм, кам телейне курса ӳсет-ши? || Кан. Çав тери пуян çын хĕрĕ мĕн курнă-ши ĕнтĕ (что нашла завидного) ман ывăлра? || В качестве вспомогательного глагола. Сунт. 1929, № 9. Çăва тухнăранпа армансем çунаттисете лайăххăн, вăйлăн çавăрса та курайман. N. Конта çантăлăк пит вĕри: кон-каçа кĕпесем типсе кормаççĕ. N. Пĕр вĕренсе тухсан, кĕнеке вуласа курмаççĕ. N. Ким тытса курман, шывпа çӳресе пиçмен çын. N. Пĕр санпа анчах калаçса курман. N. Хусантан тухнăранпа ăшă пӳрте кĕрсе курман. N. Тăласем типсе курман (= все время мокры). Конст. Чăв. Тата килсе кĕр (приезжай повидаться), тепĕр килнĕ чух (в другой раз) аннӳне те илсе кил вара. N. Кайса кур чăвашсене. Поезжай, повидай (или: навести) чуваш. N. Сыв пул! Татах килсе кур. Кан. Ялта мар пирки кашни кунах кайса кураймастпăр. Юрк. Ку аттамсемпе эпĕ темĕн каласан та Хусана çитсе курас çук. СТИК. Эпĕ халиччен çӳресе курман çын мар вĕт. Чай, я не в первый раз (езжу).

куран

видимо (собств. «видишь»), как видно. СЧЧ. Вăсем сиснĕ, куран, эпĕ йĕрĕхе (кузовок йĕрĕх’а) пăхма кайнине. Юрк. Вĕсем, ялан аш çинĕрен, куран, мăнтăр çынсем мар. Ст. Чек. Пулă кашкăрăн кăмăлне кайнă, куран. Ib. Вăл хăмăт илнĕ, куран (говорит человек, который смотрит в окно и видит, что его знакомый приехал в новом хомуте). Хĕн-хур. Вăл (она), савăнса: ку тĕтĕм пĕр-пĕр пӳрт мăрйинчен тухат, куран, тенĕ. Юрк. Сăмавара эсир пĕртте тасатмастăр, куран: пит хуралнă-çке? (Срв. Ст. Чек. Куран, вăл мĕн тăват. Видишь, что он делает, т. е. его надо опасаться).

кура-тăркач

видя. См. Оп. иссл. чув. синт. II, 13 сл. Этем йăх. йеп. пуç. кай. 13. Анчах чылай ăслăлăхçăсем кура-тăркач вилекен этеме; ĕмĕр-ĕмĕрех пурăнать, тенипе килĕшмен, вĕсем: çын нӳрлĕ тăпраран е шывран пулнă, тенине маларах хунă. N. Эпир те çав тĕрлĕ аван йăлана кура-тăркачах урăх йăлана тытса пурăнмастпăр, тенĕ. N. Эсир, кура-тăркачах, кайран та пулин ăна ĕненсе ӳкĕнмерĕр.

ӳк

(ӳк, ӳк), падать, пасть; упасть, свалиться; впасть, выпасть. Орау. Кайнă чухне чӳречесене хупса хăварăр, тата унта-кунта астуса тухăр, вут ӳксе юлнă ан пултăр (чтобы где-либо не осталось упавшего огня). Сред. Юм. Ӳке парсан (если вдруг упадешь), пуçна çȏрса пăрахан вит! Изамб. Т. Кăна ӳкеччен хĕнес тесе, çынсене чĕнсе пухнă. Собрали народ, чтобы избить его до полусмерти («до упаду»). N. † Ой (хир) варинчи тӳрĕ çăка, кассан ӳке памĕши? К.-Кушки. Санăн тăватă шăлччĕ; малтан ӳсĕрсен, икĕ шăлă ӳкрĕ; тепре ӳсĕрсен, тата иккĕш ӳкрĕç. У тебя было четыре зуба; ты выкашлянула сначала два, а потом остальные два. Регули 1449. Ӳктĕр, тесе, ятăм. Я выпустил его, чтобы он упал. Орау. Ӳксе, сăмсине çĕмĕрнĕ. Упал и разбил себе нос. О землед. Кăчуне тата хăш-хăш çынсем навуса анасем çине хĕлле е кĕркунне, юр ӳкиччен (до снега), тăкаççĕ. Чураль-к. Пĕчĕк-пĕчĕк çăраççи ӳкрĕ-ӳкрĕ çухалчĕ; уйăх курчĕ, хĕвел илчĕ. [Сивĕ пăх (чит. пŏх), т. е. блистание снега]. Юрк. † Кĕмĕл черкке пулăтăм, атте аллинчен ӳкмĕтĕм. Ау 13°. Урмак-маки: ӳкем, тенĕ çĕртен (приготовившись упасть), тепĕр йывăçран ярса тытрĕ (ухватился), тет. Т. VII. Хайхисем пыллă сăрана, ӳсĕрĕлсе, ураран ӳкичченех ĕçнĕ, тет (напились до того, что свалились с ног). Хорачка. Вăлсаня ĕçтерес-çитерес полат ӳкиччен. || О снеге, отблеске и пр. Альш. Миххайла праçникĕ таврашĕнче юр ӳкет ӳкнĕ çул. Около Михайлова дня в иной год выпадает снег. Хыпар № 39, 1906. Каçпала тĕрлĕ енче пĕлĕт çине вут çуттисем ӳкеççĕ. По вечерам в разных местах виднеется зарево. || О всякого рода случайностях. Богдашк. † Тантăш тухса кайрĕ те, хуйхă ӳкрĕ пуç çине. Подруга вышла замуж, и мне пришлось горевать. Пазух. Кирек сахăрна пар, ай, пылна пар, кил шухăшĕ ӳкрĕ пуç çине (пала на сердце дума о доме). Чăв. й. пур. Пуç(а) ӳксен, пушмак. Если случится нужда, то (сошьешь) и башмаки. (Послов.). || О растениях на корню, повалившихся в одну сторону. Нюш-к. Пăрçа хăмăлĕ ӳксен, когда стебель гороха повалится на зеклю. КС. Тырă ӳксе пулнă (= лайăх). Хлеб уродился замечательно хорошо. || Слететь. Юрк. † Хурпа кăвакал калаçаççĕ: патшанăн аслă кӳлне ӳкес, теççĕ. Гусь с уткой совещаются о том, чтобы слететь на царское озеро. || Спадать. О сохр. здор. 42. Чĕрнесем ӳкеççĕ. Ногти спадают. Чув. календ. 1907. Çак хĕрелсе тухнă япала (сыпь) 2—3 кунран çухалать. Ун хыççăн ӳт тирĕ хăпаланса ӳке пуçлать (после этого кожа начинает шелушиться). || Впадать (в горе). Жит. св. Январь. Вăл турă çине шаннипе нихăçан та хуйха ӳкмен (не падал духом), яланах савăнăçлă сăнпа тăрса, турра мухтанă. Псалт. 142,4. Чунăм хуйха ӳкрĕ. || Угодить (попасть). N. Вăрăм-вăрăм чăрăшсем вăрман хыçне кайс' ӳкнĕ; вăйя тухман аппасем каччă хыçне кас' ӳкнĕ (угодили к парням). Хыпар № 4, 1906. Эсĕ тĕне кĕмен чăвашсене каласа ăнлантар: вĕсем тутар ултавне ан ӳкчĕр. Истор. Вăл пит аслă ӳкĕ святой çын пулĕ. Альш. † Ай-хай, пуçăм, çамрăк пуç чухрах çĕре ӳкеçке (= ӳкет-çке). Чем люди живы. Епле вара эсĕ çул çине пырса ӳкрĕн? тет Матрӳни. Как же ты угодил прямо на дорогу? ― говорит Матрена. Сир. 15. Вăйлă çынпа ан хирĕç, хăçан-та-пулсан ун аллине ӳкмелле ан пултăр. Орл. II, 248°. Пичĕшĕ патĕнче туй ӳкĕ, шăлнĕ патĕнче çĕр выртĕ. (Кăвар). У старшего брата поезжане (во время свадьбы) попируют, а у младшего — заночуют. Панклеи. Пырсан: таста сăмах ӳкĕ, тесе (ирех полчĕ те), хăвасам тохиччен, айăкра лартăм (чтобы не было лишних разговоров). || Добраться. N. † Атьăрах та чупар-ха, чупар-ха, кĕпер çине ӳкер-ха, ӳкер-ха! Кĕпер çинче мĕн пур? тет, мĕн пур? тет. || Выпасть случаю. N. Тухса кайма май ӳкнĕ, илекене йӳн ӳкнĕ. Выпал случай выйти замуж самокруткой, а жениху — дешевка. || Нападать. А. П. Прокоп. † Çуллен тулă акаттăм, куллен хĕрхӳ (хищн. птица) ӳкеччĕ. Юрк. † Ахванеç чикрĕ пуçне стайккана — виççĕн харăслатса ӳкремĕр, виççĕн виçĕ çĕклем вутă йăтрăмăр, улахăн (scr. улăхăн) кăмакине хутрăмăр, Ахванеçе унта чикрĕмĕр, пĕр наччасрах чунне илтĕмĕр. Афанасий сунул голову в кадку, а мы, все три (девицы), сразу накинулись на него (здесь пропуск?). Потом мы, втроем, принесли три ноши дров, затопили печку, сунули туда Афанасья и быстро умертвили его. Чув. календ. 1904. Хăш чухне пахча çимĕçĕсем çине пыйтă-пăрçа ӳкет. Иногда на огородные растения нападают разные вредные насекомые. || Возникать. Альш. † Хамăр пуçа шухăшсем ӳксессĕн, авăнтăмăр хура çĕлен пек. Богдашк. || Ай, тăванăмсем, тантăшăмсем, эпир ĕлĕк чухне пурăнни тĕлĕкрех ӳкеет-ĕçке куç умне. || Переходить (на чью-либо сторону). Юрк. Вĕсем вырăссем енне кайса ӳкмен пулсан... Если бы они не перешли на сторону русских... К.-Кушки. Вĕсен енне кайса ӳкнĕ. Перешел на их сторону, стал действовать с ними заодно. || Отпечататься, отразиться, быть написану. N. Манăн статья хаçат çине начар ӳкрĕ. Моя статья в газете отпечаталась очень неясно, слепо. Духовн. паст. Çавă пичетсемпе ăвăс çине пичет пуссассăн, пичет паллисем пĕр-пĕринчен уйрăм ӳкеççĕ-и? Б. Хирлепы. † Хусана карăм ят пама, ят парса та ят ӳкмер. || Составлять, равняться (о мере). N. † Атте килĕ улăх пак, утмăл чалăш вăл ӳкет (равняется 60 саж.); утмăл утăм утсассăн, пирĕн аттене юрăн-ха (угодишь нашему отцу, т. е. твоему свекру). || Обходиться (в смысле стоимости). Хыпар № 30, 1906. Пĕр пăт сахăр савăт хуçисене 1 тенкĕ те 60 пуса яхăн ӳкет. Пуд сахару обходится самому сахарозаводчику около одного рубля 60 коп. N. Мĕн хака ӳкессине... Во что обойдется... N. Вĕсем ăна ултă тенкĕ анчах ӳкнĕ. Они обошлись ему всего в 6 руб. Хыпар № 46, 1906. Ăна укçа пит хакла ӳкет. Деньги обходятся ему очень дорого, т. е. он затрачивает для добывания их много труда. || Приходиться (безл.). К.-Кушки. Мана вутă тултма ӳкрĕ. Мне пришлось носить дрова. N. Колач пĕçерме ӳкрĕ. Пришлось печь калачи. || Лишаться. Псалт. 48,15. Вĕсем чаплăхĕсенчен ӳкĕç. || Окончиться. Орау. Ака ӳкнĕ = ака пĕтнĕ. IЬ. Çĕртме ӳксен, пĕр-ик эрнерен ута каяççĕ. Недели через две по окончании пара выходят на сенокос. IЬ. Ака ӳксен, пирĕн касу кăлараççĕ. По окончании яровой пашни у нас выгоняют на пастьбу табун. || Падать в цене, дешеветь. В. Олг. Паян çăмарта ӳкет-и? (хăпарат-и). Падают ли (поднимаются-ли) сегодня в цене яйца? Шибач. Эреке ӳксе-и? Подешевело ли вино? КС. Тырă хакĕ ӳкнĕ. Цена на хлеб упала. || Уступать (в цене), делать уступку. Юрк. Эпир унтан кая пĕрте ӳкместĕпĕр. Мы больше ничего не уступим. Изамб. Т. Ӳк, ӳк пăртак. Уступи немного. Хурамал. Пилĕк тенкĕ ыйтрĕ те, пĕр тенкине ӳкрĕ (уступил рубль), тăват тенкĕ пачĕ. || Начинать(-ся), приниматься. Трхбл. † Çулаях та тăрăх анам пур, хăш йăранĕнчеп ӳксе вырам-ши? В. Ив. Вĕсем ку ĕçе çуркунне, ăшăта пуçласанах, тытăнса, кĕркунне, сивĕ ӳкеччен (до наступления холодов), ĕçлеççĕ. Сред. Юм. Çав ана çине вырма тин пырса ӳкрĕç, тавна темĕн чол вырса пăрахрĕç. Только что начали жать, а уже выжали много. Якейк. Леш аная пĕтерсе, çотри ани çине кайса ӳкрĕмĕр (начали жать загон на пригорке). К.-Кушки. Кăнтăрлана иккĕмĕш ана çине ӳкрĕмĕр. Кумпек (= кун пек) вырсан, тепĕр эрнерен пĕтеретпĕр. Орау. Санара-пуçăн анана сухаласа пĕтерсе, шĕвĕр çине ӳкрĕмĕр эпĕр кăнтăрлаччен. || Приводить к каким-либо результатам. Жит. св. Апрель. Вара Сисиний, хăй ӳкĕтлени ним вырăна та ӳкменнине курса, вĕсене çунтарса ямалла сут тунă. || Сбиваться (о масле). Якейк. Паян уçласа ăвăнтăм, çу ним туса та ӳкмеçт: те пĕçертсе ятăм (вĕри шывпала), те сив шу кирлĕ. || Заболеть, слечь. О сохр. здор. Çак çын чĕрĕличченех, ӳнăн чирĕпех çав килте тепĕр çын ӳкет. Никит. Анчах нумаях та пулман, çак Петр Михайлов халсăр пулса та ӳкнĕ. НТЧ. Элекка пĕр кун çӳрет, икĕ кун çӳрет, тет, хайхи ураран та ӳкрĕ, тет. || Пасть (умереть, о животном). См. пăч-пач. Ст. Чек. Лашисем ӳкрĕç. Их лошади пали. Истор. Вăл лаши ӳкнĕ, тет те, тарçисем ăна хула тулашне кăларса пăрахнă, тет. Сборн. по медиц. Сибир чирĕпе хăш-хăш çĕрте выльăх час-часах ӳкет, хăш çĕрте сайра ӳкет. || Сред. Юм. Пирн хыçа ӳксе вырăр. (Говорят артели, если загон не широк, когда велят начать жать сзади и по направлению к говорящему). || Вспомогательный глагол (см. «Оп. иссл. чув. синт.» II, стр. 57). Шел. 100. Хăш тĕлтен вĕçсе ӳкрĕн-ши кунта? Б. Яныши. Çак тилĕ мĕн пур пуллисене йăлтах çĕрелле пăрахса пĕтерчĕ, тет те, хăй те тухса ӳксе юлчĕ (выпала), тет. Юрк. † Сире курсан, сиксе ӳкрĕм (спрыгнул) çав сарайран сӳлĕ пусмаран. Актай. Кунăн арăмĕ сывлăшпа хăй ăшнеле туртать, тет те, лашасем ун ăшне пурса (= пырса) ӳкеççĕ, тет. Его жена вдохнула в себя воздух, и вместе с воздухом втянула в себя и лошадей. N. Ĕнер каçпа ку чулсем çук-чĕ-çке, ăçтан килсе ӳкнĕ вĕсем? тенĕ. Юрк. Тăрсан-тăрсан (вут), урамăн тепĕр енне те кайса ӳкет. Через некоторое время пожар перекинулся и на другую сторону улицы. Альш. Чупать, чупать те, аран çитсе ӳкет (добегает) пĕр çын тĕлне. N. Эпир хĕпĕртесе ӳкрĕмĕр. Мы очень обрадовались. N. Савăнсах ан ӳк. Не очень радуйся. Хыпар № 31—2, 1906. Çакна илтсен, земский пĕтĕмпех хыпаланса ӳкнĕ. (затомашился). Толст. Хир сысни хăй çине сиксе ӳксе (накинулась), вилмеллех хырăмне çурса пăрахре, тет. Мар. Егип. Арăм кĕл-туса тăнă вăхăтра, Зосима пĕтĕмпе хăраса ӳкнĕ (перепугался). N. Вара халăх хăраса, сехĕрленсе ӳкнĕ (перепугался). Хыпар № 35, 1906. Çавăнпа правительствопа çĕр нумай тытакан улпутсем хăраса ӳкрĕç. Букв. I ч. 1904. Ку улпут пек манăн пĕр сехет анчах пурăнса пăхасчĕ: кĕрсе ӳксеттĕм вара ырă пурăнăçа! тет (ну и зажил бы я тогда!) Чăв. й. пур. 22. Хăй те вырăнтан тухса ӳкнĕ. И сам лишился места. Якейк. † Çăлтăр виттĕр çол корнать, эпĕр каяс çол корнать; хăçан çитсе ӳкем-ши? (доберусь). N. Çавăрнса пăхрăм та, Матьви киле парать, аран тарса ӳкрĕм (едва удрал). Истор. Изяслав хăй те Киеве аран тарса ӳкнĕ (убежал, т. е. добрался до самого Киева). М. Чолл. Аран тарса ӳкрĕмĕр пĕр çырмана. Едва успели добежать до оврага. N. Катăлса ӳк, отломиться и отпасть; татăлса ӳк, оторваться и отпасть; çĕмĕрĕлсе ӳк, разбиться и упасть. Сред. Юм. Татса ӳксе выраççĕ. (Загон не широкий, а жнущих много, поэтому начинают жать в разных местах загона, т. е. один с одного конца, другие с середины, а третьи ближе к другому концу).

ӳке-тăра

то и дело падая и вставая. Хыпар № 15, 1906. Вĕсем, ӳке-тăра чупса, ырă сунакан ларнă чул патне пынă.

ӳкĕт

(ӳгэ̆т, ӳг'э̆т'), наставление, вразумление. СПВВ. ИА. Пуçа хуйхă килсен, ватă çынсенĕн ӳкĕтне итле. N. † Ирхĕне тăтăм, тула тухрăм, çитмĕл çичĕ тĕслĕ сас илтрĕм; вăл сасăсем пире ӳкĕт мар, курайман тус пире тус мар. Юрк. Вĕсем пурте пире пиллесе, ырă сăмах каласа, ӳкĕт пачĕçĕ.

ӳле

(ӳл'э), выть. См. ула. Бгтр. Йытă ӳлесен, хойăх полать (случится беда). Орбаш. Унтан хай упасем ӳлеме тапратнă; хĕрĕ вĕсене апат панă та, вĕсем чарăннă. Вурман-к. Тул çутăлсан, хуçисем хăнаран тавăрăнчĕç те, çурчĕсем çунса петнине курсан, питĕ хытă ӳлесе макăрчĕç.

ӳпке

(ӳпкэ, ӳпк'э), в Пшкрт. ӧпкӓ), pulmo(-nes), легкое(-ие). СПВВ. Х. Ӳпке ― легкие. || Обида, жалоба. Собр. † Атте-аннере ӳпке çук, турри çапла çырнăтăр. Я не жалуюсь, не обижаюсь на родителей. С. Тим. † Аттеçĕм те аннеçĕм, пеххил паманран ӳпкем пур! N. Ӳпки нумай. Много недовольства. Ст. Ганьк. † Атте-аннере ӳпке мар, турă çырни çамкара (атте-анне айăплă мар). IЬ. Манра мар ӳпке ― хăнта. Не я виноват, а ты сам. N. † Ай-хай, тăванĕсем, пĕр чунĕсем! Эпирех килтĕмĕр, хăр пымастăр, манăн çавăн-палан ӳпке пур. Ч. П. Сана нимрен те ӳпкем çук. Я ни в чем не обижаюсь на тебя. Сир. 79. Çылăхлă çынна хăйĕнчен çуралнă ачи-пăчинчен ӳпке тивĕ: ун пирки вĕсем усал ят çĕклеççĕ. Собр. † Ялан тулă акаттăмăр, пуçĕ пулманшĕн ӳпкем пур. Альш. † Çӳллĕ тусем çинче çуртçăм пур, вун-икĕ те вĕлле хуртçăм пур; çуллен çур хушмантан ӳпкем пур. Микушк. † Пĕр юманне касрăм, вĕлле турăм, хурт тытмантан ӳпке пур. || В следующ. отрывке то же слово в искаженном начертании? Байгул. Çула тăрăх çур-пилĕк, тырă пулманшăн ӳкĕм пур. Ай аттеçĕм, аннеçĕм, аякка панăшăн ӳкĕм пур!

ӳпле

(ӳпл'э), шалаш. Зап. ВНО. Ӳпле — навес, прикрытие. IЬ. Ӳпле, хушă. (Буин. у.), ӳкле (Ядр. у.), шалаш. Ягудар. Ӳпле ― алăклă, чӳречеллĕ, арпа хума. Над и перед дверью — навес, служащий для того, чтобы убрать с тока хлеб в ненастье. На одном конце или в стороне тока. IЬ. Ӳпле йĕтемĕн пĕр хĕрринче е пĕр пуçĕнче пулать. Хыпар № 5, 1906. Вĕсем шăтăксенче, е ӳплесенче (хушăсенче) пурăннă. Етрух. Ӳплинчен те инçех мар, тет (ар-çури). Завражн. Ут çолакансем ӳпле тăваççĕ çапăсенчен, утă витеççĕ. || Мякинница. СПВВ. Т. Ӳпле арпалăх (мяк.) тени пулать. В том же знач. и в Кич-к., Цив. Чураль-к. Хĕлле тутă, çулла выçă. (Ӳпле). С. Ӳпле — шалаш на гумне для мякины, в поле — для пастуха. СПВВ. ЕВ. Ӳпле ― арпалăх, авăн çапнă чӳх арпа хуракан çурт. Сказки и пред. чув. 15. Кайăк пырать ӳпле пек (величиною с мякинницу). || Большой, не прорвавшийся чирей. СПВВ. ТМ. Ӳпле; пысăк шăтман çăпана ӳпле теççĕ. Ӳпле тесе, ылханнă чухне пит калаççĕ: эх, сана икĕ урăна йĕкĕр ӳпле тухма пар! теççĕ.

ӳсĕм

рост; возраст. Орау. Çын ӳсĕмĕнче (в период роста) ăна-кăна курмасăр ӳсмест. Альш. Ӳсĕмне кура хăйне вăййи тупăнать. Он находит игру себе по возрасту. Сборн. по медиц. Вăл ӳсĕмре çыннăн ĕçлесе, савăнса, выляса-кулса анчах пурăнасчĕ, — чирлĕ чух ăçтан аса килччĕр ĕнтĕ вĕсем! В том возрасте человеку нужно бы быть полным деятельности, жизнерадостности и игривости, а болезнь отгоняет всякую мысль об этом. К-Кушки. Ман ӳсĕмрисем. Люди моего возраста.

ӳссĕр

(ӳссэ̆р), пьяный. Сир. 12О. Вĕсем тĕттĕм çĕрте çутăсăр хыпашласа çӳреççĕ, ӳсĕр пек (в рукописи было: ӳссĕр пек) тайкаланса çӳреççĕ. Богдашк. Ку çаплах (однако), выртнă çĕре пулсан та, ӳссĕр майĕпе (спьяну) кĕрсе каят пупĕ патне. Йӳç. такăнт. 22. Кĕркури ӳссĕрĕн юрлани илтĕнет.

ӳт-тир

поверхность тела. К.-Кушки. Ӳт-тире тӳхса тулнă. По всей поверхности тела высыпала (сыпь). П.П.Т. Çав вута (огонь) вĕсем: пĕтĕм ӳт-тиртен чир-чăр тасалтăр, тесе, хураççĕ. (Сĕрен). Этот огонь они зажигают с тем, чтобы очистить тело от всяких болезней.

ăвăçла

брать горстями. См. ывăçла. НАК. Вĕсем, çав пăрçана ăвăçла-ывăçла илсе: пĕр пĕрчĕкрен пин пĕрчĕк пултăр, тесе, çӳлелле сапаççĕ.

ăна кĕр

притти в чувство (в сознание), опомниться, опамятоваться. Ал. цв. Вĕсем ашшĕ панă кучченеçĕсемшĕн савăннипе халь те ăна килсе кĕреймеççĕ (не могут притти в себя). N. Эпĕ ăна кĕрсен, пуçа тытса пăхрăм та, ман çăмка çинче мăйрака пек шыçса ларнă. Когда я пришел в чувство, то пощупал голову, и (оказалось), что на лбу у меня выскочила шишка в роде рога. Ст. Чек. Ăна кĕнĕ, пришел в себя.

ăнсăртран

нечаянно, случайно, неожиданно, вдруг. О сохр. здор. 118. Ак хăш чухне тата ăнсăртран ӳксе хул е ура хуçăлать. Вот еще иногда от нечаянного падения ломается рука или нога. СПВВ. ИА. Ăнсăртран, нечаянно. Юрк. Пупĕ те старастийĕн чĕлхи çинчен кирлĕ мар сăмах ăнсăртран ĕçĕрĕннине илтсен: стараста, эпĕ тепĕр хут авланмарăм-çке, мĕшĕн эсĕ мана апла калатăн? тет. И священник, услыхав, что с языка старосты сорвалось нечаянно неприличное слово, сказал ему: «Староста, кажется, я во второй раз еще не женился; почему ты мне так говоришь?» . Пиçнĕ яшка ăнсăртран тăкăнса кайни ĕç ăнмасса систерет. Если сварившееся варево (яшка) нечаянно прольется, то, говорят, это к неудаче. . Пурте вуласа ларнине курсан, ăнсăртран ку юлхав ачине те вĕренмесĕр кăмака умĕнче тăнине курах каят. IЬ. Чипер çынсем урлă, çта арăм ыйтнă пирки, хăш чухне çапла ăнсăртран вырăна-мĕне çаклансан, савăнса, кăшт анчах ĕçсе пăхатăп. Попав, через хороших людей, или через просьбу жены, куда-нибудь на службу, я с радости немного выпиваю. . Йывăç çурт туса парсан, ăнсăртран çунса-туса кайсан, татах вĕсем валли çурт тумалла пулат. IЬ. Вăл ăнсăртран шыва кайсан, эпĕ ун хыççăн каçмăп. Если она вдруг утонет (свалится в воду), я за нею не пойду. Н. Ч. Ăнсăртран, эсĕ мана итлемесен, эпĕ сан çинчен патша турра пуççапса тархаслăп, терĕн. Орау. Ачана ытла ан йăвала (не мни), ăнсăртран (вдруг еще) ача хулне мăкăлтăн тата. N. Ăнсăртран-мĕнтен вĕсем мана ан улталаччăр. СПВВ. КЕ. Ăнсăртран — пĕлмесĕр тунă япала. Сред. Юм. Ăнсăртран шывва ӳке парсан, тесе, çын шыв хĕрĕнче пăртак-çиç тытăнса тăрсан калаççĕ (говорят человеку около воды, когда от неосторожности с ним может случиться несчастье). . Çил вăйлă чȏхне лоткапа Атăл çине ан кĕрĕр, таста ăнсăртран лȏтка çавăрнса ӳкĕ. Во время сильного ветра не выезжайте кататься на лодке на Волгу: случайно может перевернуть лодку. СТИК. Ăнсăртран, очень редко; неожиданно, непоследовательно, случайно. . Таçтан ăнсăртран чир килсе çыпçăнчĕ. Откуда-то неожиданно пристала ко мне болезнь. Шел. 163. Ăнсăртран вĕççе пӳрте кĕрсессĕн, манăн пуçăма сар çу сĕреççĕ: сан çăварна — çу, тутăна — пыл, теççĕ. (Гов. ласточке). В одной рукописи вм. «ăнсăртран» написано: ăнсăр сăртран. N. Ăнсăр сăртран килтен хĕрт-сурт писсен, вара пархатарлă мар, тет (не к добру).

ăру

(ы̆ру), род. Ст. Чек. Истор. Çапла салана-салана кайса, вĕсем темиçе ăрува уйăрăлнă (разделились на несколько родов); ăрувин те ячĕсем пулнă. Сборн. мол. Санран кайран санăн яхусем те ăна ăруран ăрура тытса тăччăр. Изамб. Т. Те кусен ăрăвĕнче çивчĕ чĕлхелĕ? Или у них в роду очень остры на язык? Ib. Ахаль ăрăвĕнче (в роду) çапла чир пур. БАБ. Çак Павăла (павăлăн?) çав ĕлĕкренпех ăрăвĕ ĕрчемен (не было потомства). Халĕ те вăсем арлă-арăмлă анчах пурăнаççĕ. Сред. Юм. Ăру, потомство.

ăса ил

следовать (совету, учению). Что сокращ. жизнь. Анчах этем ăрувĕ вĕсем вĕрентнине ăса илмест. Только род человеческий не следует их учению.

ăса кĕр

образумиться, поумнеть. Хыпар. № 31, 1906. Чăвашсем пăртак ăса кĕчĕç, çавăнтан пуçланса кайрĕ вăл çĕнĕ самана. Чуваши немного поумнели, с того времени началась новая жизнь (время). Апок. 254,9. Вĕсем çак асапсене тума ирĕк пур туррăн ятне хурларĕç; ăна мухтама ăса кĕмерĕç.

ăсем

они. См. ĕсем, вĕсем. Янтик. Ăсем = вăлсем.

ăçта

(ы̆с'та), где, куда. См. çта, ста, шта. СПВВ. Х. Ăçта, ăшта. Юрк. Пӳрте çунтарса ярсан, вара ачам хамăр ăçта пурăнăпăр? Если мы сожжем свою избу, милый мой, где же сами-то будем жить? Юрк. Ăçта каятăн? — Киле тавăрăнатăп. — Ăçта, кайсаттăн? — Ĕçе кайсаттăм. Куда идешь? ― Домой возвращаюсь. Куда ходил? — Ходил на работу. ССБ. Ашшĕсене чĕнтерсе, вĕсем ăçтине ыйтса пĕл-ха, тенĕ. Вызови родителей и узнай от них о том, где они. Изамб. Т. Сана калани ăçта кайса кĕрет-ши? Ты не слушаешь никаких увещаний. || То-то. Юрк. Хăй ялан килтен: ăна илме, кăна илме; çавна илтĕм, кăна илтĕм, тесе, ăçта виçĕ тенкĕ, ăçта пилĕк тенкĕ укçа ыйтса илет. Он постоянно получает («выпрашивает») из дома деньги, то три рубля, то пять рублей, ссылаясь на то, что нужно купить то то, то другое, или что он купил ту или другую вещь. IЬ. Укçа нумай çаклатнисем ăçта çапла хуçасем, е улпутсем çул çине ӳкерсе хăварнине тупнă пулаççĕ, ăçта тата çĕр айĕнчен шăтăк, мĕн алтнă чухне пĕр хуран ылттăнпа кĕмĕл тупнă пулаççĕ. Ст. Яха-к. Çав пӳртен тиекен чирпеле ăçта куç пăсăлат, ăçта çан-çурăм ыратат, теççĕ. См. ĕретлĕ. || Разве только. Ст. Яха-к. Килте ăçта уксак сукăрсем, тата тепĕр кун валли икер-кукăль тума хĕрарăмсем анчах юлаççĕ. Разве только остаются дома калеки (хромые и слепые), да бабы, которые должны печь блины и пироги. || Как. Хĕрлĕ Урал № 10, 1921. Ăçта пирĕн пеккине апла тырă илсе килме? Эпир вĕт пӳртрен те тухаймастпăр! (Руссицизм?).

ăçтан

(ы̆с'тан), откуда. N. Ăçтан пулнă ку пуç, ăçтан тухнă ку ăс! Где зародилась такая голова, откуда этот ум! Откуда эта голова, откуда этот ум. Пазух. Шур Атăл çырансем, ай, çӳлĕ-çке, лашасене ăçтан та ĕçтерес? || Как? каким образом? Орау. Пĕри калать: ку ака уйăхĕ пĕтрĕ, çу уйăхĕнче тин акана тухатпăр, тит. Тепри калать: ăçтан ака уйăхĕ пĕттĕр, халĕ акана та тухман та, ку пĕтнĕ уйăх пушă уйăх, ака уяхĕ тин тăва-ха, тит. N. Ăçтан çӳрейĕ вăл, çӳреймес. Как ему ходить, не сможет он ходить. Ч.П. Эпир ăçтан юрасси пур? Как мы можем понравиться. N. Йĕмесĕр-кулянмасăр ăçтан пултăр! (как не плакать!). Альш. Çамрăксем çапла вĕт вĕсем; акă эпĕ ватăлатăп та, выляс-кулас килмест ĕнтĕ! Тет. ― Ăçтан ватă-ха эсĕ? тет пĕри (какой ты старик! — т. е. ты еще вовсе не старик). СТИК. Ăçтан-та-пусан (= пулсан) турă каялла çавăрса килтĕрех! («Ăçтан та пусан» выражает не «откуда-нибудь», а «как-нибудь»).

ăçтискер

3-я ф. от ăçти. N. Ку çамрăк арăм ăçтискер? Откуда эта молодая женщина? ССО. Ăçтискер эсĕ? Ты откуда? N. Ăçтискерсем вĕсем? Чьи они такие? (т. е. откуда они?).

ăшă енĕ

теплый край. К.-Кушки. Вĕсем ăшă енче пурăнаççĕ.

ĕлĕкхи çул

в предыдущем году. Аттик. Тутарсем урасана кашни çул пĕр вăхăтра тытмаççĕ, вĕсем ĕлĕкхи çул тытнă урасаран вăн-икĕ кун е маларах е каярах тытаççĕ. Татары соблюдают пост не каждый год в одно и то же время. Они соблюдают его на 12 дней раньше или позже, чем в предыдущем году.

ĕмĕлке

(ӧ̌мӧ̌л'г'э, Пшкрт. э̆мэ̆лђӓ), тень. См. ĕмĕл. СПВВ. Ĕмĕлке = мĕлке. ЖМЕ. Кĕл-туса чарăнсассăн, Зосима çын ĕмĕлки çине тинкерсе пăхнă та, чăнах та вăл çын иккенне тин палланă. Помолившись, Зосима присмотрелся к человеческой тени, и понял, что это был человек. Собр. Сиввĕ пӳртĕн ĕмĕлки çук. (Нӳхреп). Абыз. Ĕмĕлкинчен хăранă, тит (= мĕлкинчен хăранă). Испугался своей тени. || Отражение. Орбаш. Ĕмĕлке, отражение. . Унта (в колодце) вĕсем тупăк пак ĕмĕлке курнă. Они увидали в колодце отражение гроба. || Неясный образ. Чаду-к. Хĕвел тухнă чух, вăл таçта пĕр ĕмĕлке курнă. Иван йывăç çинчен аннă та, çав ĕмĕлке патне кая пуçланă. Вăл ун патне çитсен, пĕр пăхăр пӳрт ларнă. При восходе солнца он увидал где-то тень. Иван слез с дерева и направился к тени. Когда он добрался до нее, то оказалось, что это был медный дом. Чăв. юм. 1924 (Пред.). Уйăх çинчи ĕмĕлке хĕр ĕмĕлки мар, тусенĕн ĕмĕлки.

ĕмĕр

(ӧ̌мӧ̌р, э̆мэ̆р), век. М. П. Петр. Этеме пурăннă-çемĕн ăс кĕрет те, анчах ĕмĕрĕ кĕскелет. Чем больше человек живет, тем больше набирается ума, только жизнь его сокращается. N. Ӳпренĕн ĕмĕрĕ ик эрне. Век мошки — две недели. Сред. Юм. Ĕмĕр сакки сарлака, ȏнăн вĕççи кȏрăнмас (тесе), ĕмĕр вăрăм, малла (= малалла) мĕн пôлассине пĕлместĕн, тессине калаççĕ. N. † Епир вылянă-кулнисем каят ĕмĕр тăршшăне. К.-Кушки. † Эпир вылянни-кулнисем пырĕç ĕмĕр тăршшине. Память о наших играх и весельи сохранится на всю жизнь. Хыпар № 19, 1906. Халĕ сасартăках ĕмĕрти чи пысăк ĕçсене тума тытăнмалла пулчĕ. Теперь неожиданно пришлось взяться за самые важные в жизни дела. Пшкрт. Эп хам порăннă ĕмĕрте шатак (шадак) корсатăп (корзады̆п). Я на своем веку всего навидался. N. Ĕмĕрне чăваш чĕлхипех асапланса ирттерчĕ. Весь свой век провел над чувашским языком. Якейк. Ĕмĕрне контах иртерч. Весь свой век прожил здесь. . Ĕмĕрех асапланатпăр. Всю жизнь мучаемся. . Ĕмĕрех конта порнать. Весь свой век проживает здесь. N. † Ĕмĕр иртсе каятĕ, тĕкĕ персе те чарас çук, тăм сĕрсе те чарас çук. Юрк. Калăн, хăйсем темиçе ĕмĕр пурăнмалла, тесе. Скажешь (подумаешь), что они проживут несколько веков. N. † Йăш-шыв çинче тĕтре чох, кайăк вĕçни палăрмаç; яш ĕмринче порннă чох, вĕрем иртни сисĕнмест. Когда на речке... туман, то не видишь, как летит птица; когда проводишь молодость, то не замечаешь, как летит время. Пазух. Çăварни çуни хура çуна, тытрăм-кӳлтĕм хура лаша; сикрĕç-ларчĕç хура хĕрсем, ĕмĕр иртнĕн туйăнчĕ. Букв. Ĕмĕр сакки сарлака теççĕ. Лавка жизни широка. (Послов.). Сир. 40. Ăссăрпа йĕркесĕршĕн пурнан ĕмĕрех йĕр. Ходар. Вăл çын патне пур усал юлать те, вăл вара ĕмĕре те ыр курса пурăнаймаçть. (Вирĕм). К этому человеку собирается («остается») всякое зло, и он поэтому во всю свою жизнь не видит добра (благополучия). Ч.П. Ĕмĕр иртни, течение (прохождение) жизни. Ст. Чек. Ĕмĕре ирттерни — тикĕс ирттерни пулат. Сред. Юм. Ĕмĕр иккĕ килес çок. Жизнь не повторится («почему же не удовольствоваться?»). Рак. † Пирĕн тăвансем: ах! тиеççĕ, епле ĕмĕр ĕмĕрлес! тиеççĕ. Изамб. Т. Шел çамрăк çынна; ĕмĕрĕ пĕтнĕ пулĕ çав. Жаль молодого человека; должно быть, жизни его пришел конец. Менча Ч. (и в др. гов.). Ĕмри — его жизнь. Орау. Ĕмĕрне çавна шыраса ирттерчĕ Шăршĕвӳ те. Шыржи («твой Шыржи», n. viri) такой смерти и искал всю жизнь (собаке собачья смерть). Ч.П. Ĕмĕрĕм вĕçне çитетĕп. Доживаю век. Кратк. расск. 26. Ăна ĕмĕрĕнче пĕр çын та: Иов капла усал, Иов çапла усал, тесе, çăвар уççа, калакан пулман. Орау. Мĕн пур ĕмерне Хусанта ирттерчĕ. Весь свой век прожил в Казани. . Мĕн пур ĕмĕрне кĕнеке çинче ирттерчĕ. Весь свой век провел над книгами. . Ху ĕмĕрĕнте эсĕ ăна кураяс çук. На своем веку ты не увидишь его. Регули 711. Ман ĕмĕрех (ĕмĕре) çитĕ ку япала. На мой век хватит этой вещи. Изамб. Т. Пĕрре тытсан, ул ĕмĕре пырат. Раз загородить, и на век хватит. Якейк. † Ах, кортăм, хĕр кортăм, сĕт каткинчен тохнăскер, катан-пирпе тытнăскер, ĕмĕр çитнĕн туйăнчĕ (жизнь показалась радостной). Альш. Вĕсем вара ĕмĕрнех суккăр пулса ирттернĕ. Они всю свою жизнь были слепыми. Ядр. † Шăпăр, шăпăр çӳмăр çăвать; хĕвел пăхать, типĕтет, пирĕн ĕмĕр çанашкал. Шумит дождик и намачивает; взглянет солнышко и высушит; такова жизнь наша. Посл. 191,17. Ку ĕмĕрĕн пуянĕсене ӳкĕтле. О сохр. здор. Ватăлса виличченех ĕмĕрĕнче те пĕр чир-чĕр те курмаççĕ. До самой смерти в преклонных летах не знают никаких болезней. Ау. 102. Ватăлас ĕмĕрте вĕсем пĕр ывăл ача тупнă. На старости лет у них родился («нашли») мальчик. Альш. † Пĕр ĕмĕр те кунта, пĕр ĕмĕр лере: саклата та хунă мул пекех. (Застольн. песня). Псалт. 16,14. Вĕсене çак ĕмĕрĕсенчех çĕр çинчи суйласа илнĕ сахаллисенчен уйăр. . Санăн патшалăху пур ĕмĕрсенче те тăракан патшалăх. К.-Кушки. Ĕмĕрте катăк пуртă та кирлĕ пулнă, тет. В жизни, говорят, может пригодиться и обломанный топор. (Послов.). || Век, saeculum. Канон. Эсĕ этеме калама çук савнă тăрăх юлашки ĕмĕрсенче ĕмĕр хĕр Маріяран ӳтленнĕ. || Вечно. Ягутли. Кирек камăн та пурнан кунсенче ĕмĕр асăнмалла вăхăтсем пулаççĕ. У каждого бывают в жизни незабываемые минуты. М. Васильев. Ай-ай, аван! Ĕмĕрех ко тапакка шăршлăттăм. Ах, как хорошо! Весь свой век нюхал бы этот табак. Сборн. по мед. Юмăç тени ĕмĕр çук пулать. Знахари вечно бывают бедны. Орау. Ĕмĕр каймастăп. Во веки не поеду. Чăв. й. пур. Кайран акнă тырă ĕмĕрех начар пулат. Поздний посев всегда бывает плох. Ст. Чек. Атсем (= ачасем), хăнана кайсан, ĕмĕр çапла пулат вăл! Ребята, когда пойдешь в гости, всегда так бывает! || Долгое время. СТИК. Мĕн ĕмĕр хытланса тăратăн эсĕ унта! Сколько времени ты там возишься! Коракыш. Ку кайăка чĕрĕллех тытас тесе, Иван тем ĕмĕр çӳренĕ. Желая поймать эту птицу живьем, Иван проходил очень долго.

ĕмĕрле

вековать. N. † Çичĕ те ютсем калаçма, хамăр тăвансем ĕмĕр ĕмĕрлеме. Чужие — побеседовать, а свои родные — век вековать. Хурамал. Çын каланă: манăн кун чухлĕ ĕмĕрлесе пĕр ывăл та çуралман, эпĕ хуйхăрманне кам хуйхăртăр? Человек сказал: «В течение всей моей жизни у меня не родилось ни одного сына; кому же печалиться, как не мне?» Хыпар № 15, 1906. Кашнийĕ вĕсем хăй вăхăтĕнче пĕрре çавăрăнса ĕмĕрлемелле; пĕр сехете те, пĕр минута та ни кая пулмаççĕ, ни маларах çавăрăнмаççĕ.

ĕне ырри

(ыρρиы), коровье молозиво. || Обряд, соверш. по случаю новотела. НТЧ. Ĕне пăруласан, ĕне ырри тăваççĕ, ăна пур выльăх чӳкĕнчен те асла хураççĕ. Из молитвы при «ĕне ырри»: «Эй турă, эсĕ çакă çĕнĕрен çуралнă выльăха-чĕрлĕхе ырлăхне-сывлăхне пар, питĕ аллине пар, пĕрререн пин пуçа çиттĕр, çуралнин питĕ аллине пар, çуралманнине çуратса пар etc... Каç пулсан вара (после этого моленья), çав пăрупа ĕне ячĕпех виç пĕрер пуслăх укçа илет те, кай еннелле кайрисене пама тухса каять. Кайри, тесе, вĕсем тĕне кĕмесĕр вилнĕ çынсене калаççĕ. Пус хапхинчен тухать те, чăркуçленсе ларса чӳклет. Хурамал. Ĕне пăруласассăнах, малтан сунă сĕчĕ çине икерчĕ хураççĕ, (ставят) ăна вара малтан пĕçернĕ икерчине утăпалан пăрушне çитереççĕ; икерчине пара кайран, кӳршисене чĕнсе, çупа пуççа çиеççĕ. Кайран вара, çисе тăрансан, чĕннĕ хăнисене: ĕне сĕтлĕ пултăр тесе шывпа сапаççĕ. Альш. Ĕне ырри. Ĕне пăруласан чăн малтан сĕт çинĕ чух тăваççĕ: чӳклеççĕ, сĕт çиеççĕ, пĕрне-пĕри сĕтпе сапаççĕ: ирĕккĕн тыткаламалла пултăр, теççĕ. Сред. Юм. Ĕне пăруласан, пĕр-ик эрнерен икерчĕсем пĕçерсе асăнса çинине: ĕне ырри турăмăр, теççĕ. См. Магн. М. 95.

ĕнтĕ

(э̆ндэ̆, э̆н'д'э̆), теперь. Сред. Юм. Ĕнтĕ, теперь. || Уж, уже К.-Кушки. Унăн асапĕ иртрĕ ĕнтĕ санăн. Заботы об этом для тебя уже миновали. Сред. Юм. Ĕнтĕ ȏна та турăн (сделал и это) пȏлать, ĕлĕкхипе çитмен-чĕ! Еще этого не доставало! Изамб. Т. Анне кайнă та, час таврăнат-и ĕнтĕ. Мать пошла, да не знаю, скоро ли уж вернется. Регули 528. Парсам ĕнтĕ она. Дай уж ему. Ст. Чек. Халĕ ĕнтĕ вĕсем лайăх тăраççĕ. Теперь они уж хорошо живут. N. Эпĕ малалла çакăнти чăвашсен йăлисем çинчен калăп ĕнтĕ. Теперь уж в дальнейшем я расскажу о нравах и обычаях здешних чуваш. СТИК. Шав пӳртре ларса йăлăхтарат та пуль ĕнтĕ. — Ан та кала, чист йăлăхтарчĕ! Уж надоело, небось, сидеть дома? — Не говори уж, совсем надоело! Орау. Тулсам пула пуçларĕç ĕнтĕ. Изамб. Т. Ĕнтĕ эсĕ качча кайма ан шухăшла. Теперь ты уж не думай выходить замуж (говорит умирающий парень). IЬ. Каятăп ĕнтĕ, çитĕ, кун чул ларсан. Я уж пойду, будет — посидел (насиделся). Орау. Сана вăратмасп ĕнтĕ кĕрсе. Я уж не зайду (к тебе) и не буду тебя будить. СТИК. Ӳссе çитĕнчĕ-çке ĕнтĕ, ĕçе тума пултарат. («Говорят с радостью, что у них вырос сын или дочь и уже может работать»). Изамб. Т. Ваççа тете, ыраш парса яр-ха. — Нумай салатнă-ччĕ те ĕнтĕ. Кама кам пулмаст. Парас пуль çав. Дядя Василий, отпусти (в займы) ржи? ― Много уж я роздал... М. Тиуш. Юрри аванах та мар пулĕ те ĕнтĕ, çыратăп. Песня-то и не так хороша, (но) уж (ладно), напишу. IЬ. Атте мана хăвса кăларчĕ, нимĕн те памар(ĕ); çурт çавăраймарăм... Ах, турă!... Çапла ĕнтĕ те... мĕн тăвас тен! Отец меня выгнал, ничего не дал; я не смог выстроить себе дома... Господи!... Так-то уж оно так, но что поделаешь!.. || Я. Турх. Чăваш çапла ĕнтĕ вăл. Таково уж свойство чувашина. Хыпар № 9, 1905. Мĕне кирлĕ ку ĕнтĕ? Тĕлĕнеп эп çынсенчен! К чему уж это? Удивляюсь я людям! || Выражает побуждение, как русск. же. Унтан арăмне çиленнипе: лар ĕнтĕ, шуйтан! терĕ, тет. Потом, рассердившись на жену, он крикнул: «Садись же чорт!» Юрк. Ку çапла каçма хăранăран, тутар арăмĕ: мĕшĕн каçмастăн? каç ĕнтĕ, тет. Ку та ăна, хăй хăраса: каçмастăп, малтан ху каç! тет. Артюшк. Пырат та, лайăхрах чĕнет: часрах ĕнтĕ, тет. || Выражает недоумение, удивление. Сред. Юм. Ĕмĕр тăрăшнех çапла хĕн кȏрса ирттермелле-ши ĕнтĕ ман? Неужели мне придется провести всю жизнь в таких страданиях? Руфь I, 19. Ноеммин пулать-и ĕнтĕ ку? Это Ноемминь? КАЯ. Эпĕ: ха, куçа çӳпĕ кĕч-и ĕнтĕ? тесе, куçа калах хупкала пуçларăм (что, неужели в самом деле в глаз соринка попала?). Тораево. Ку çăвара тĕкĕнмесĕрех анса кайри (= кайрĕ-и) ĕнтĕ? тесе калать, тет. Неужели он проскочил в горло, не задев рта? || Иногда выражает решительное утверждение или отрицание, также и в вопросе. Янтик. N. Каяп-каяпах ĕнтĕ çапах. Все таки я уже поеду, во что бы то ни стало. Хыпар № 45, 1906. Хирте хĕрсе ĕçленĕ вăхăтра тĕрмере ларасси çăмăл мар ĕнтĕ вăл. В то время, когда жаркая работа в поле, сидеть в тюрьме не так уж легко. Ч.С. Эпĕ ăна малтанах: апла пулмĕ ĕнтĕ (не правда, чай), теттĕм, ĕненместĕм. Я сначала не верил этому, полагая, что это не так (здесь ф. буд. вр. придает оттенок сомнения). Алекс. Вара кăвак çӳçлĕскер калар(ĕ), тет: вăт çавă ĕнтĕ, тенĕ. Тогда седоволосый сказал: «Вот он-то самый и есть.» Собр. Ăстарик çавна илтсессĕн, ӳксе макăрса каланă: ку хам пĕлменскерсем çаксем пулнă пулĕ ĕнтĕ! тенĕ. Услыхав это старик с рыданием воскликнул: «Должно быть это (и) были неведомые мне (дети!)». . Ку кам ачисем? тесе ыйтнă. Карчăкки каланă: ку ачасем пирĕн ĕнтĕ, пире кăсене турă эсĕ килеччен пачĕ, тенĕ. (Он) спросил: «Чьи это дети?» — Старуха ответила: «Эти дети наши, нам их принес, пока тебя не было дома, бог». Цив. Ашшĕ ыйтрĕ, тет: мĕскерле пулчĕ ĕнтĕ? тесе каларĕ, тет. Отец (его) спросил: «Ну, как же было дело?» Торп-к. Пике тухрĕ, тет те: эс, Хăрхăн, манăн кĕпене ма тăхăнтăн? Эп сана хам кĕпене ма парăп ĕнтĕ? — эсĕ кулатни-мĕн манран? тесе каларĕ, тет. С-Устье. Арăмĕ: ускăн тиха пур çинче (раз есть) акар йăттипа мĕн тăвăп ĕнтĕ? тесе калать, тет. || Же. С. Столпник. Ку мĕскер пулать ĕнтĕ? Что же это значит? КАЯ. Эпĕ: мен пулчĕ ĕнтĕ кăсене? тесе, анаталла мĕн пур вăйпа чупма пуçларăм. || Вот (в рассказе). БАБ. Пырса кĕретпĕр ĕнтĕ. Пӳртре туллиех çын ларат. Вот мы входим. В избе полно народу. Цив. Ну, аслă ывăлĕ кайрĕ, тет те, ларат, тет. ĕнтĕ. || В песнях служит для заполнения недостающих слогов. Янтик. † Ĕнтĕ хĕлĕх çинçе, хĕлĕх çинçе, хĕлĕхрен те çинçе çиппĕм пур. N. † Вуниккех те вĕлле, ай, хуртăм пур, анчах пĕри уйăрмантан ĕнтĕ, ай, ӳпкем пур. У меня есть двенадцать ульев пчел, только досадно, что одна семья не роится. Альш. † Ĕнтĕ улма çирĕм, улма çирĕм, хупписене ăçта та хурам-ши? Н. Изамб. † Ĕнтĕ сарă утçăм, сар çилхеçĕм, сарă ука шел мар çитлеме. Альш. † Ĕнтĕ тăванăмсем-çунатăмсем, тата тепре куриччен йĕр те тӳс.

ĕрете кĕр

поддаваться увещаниям. Ч.С. Килте киремете пуççапнăшĕн çылăх пулать, тесе, пит хытă ӳкĕтлеттĕм. Вĕсем çапах пĕрте ĕрете,кĕмеçчĕç (не поддавались увещаниям).

ĕсе

(э̆зэ), дат. и вин. пп. от мест. ĕсем, они. См. вĕсем. Тайба. † Çерем çинчи чавка-пуç — ăна эпир таптани; çав кас хĕрсен усаллăх — ĕсе эпир ятлани.

ĕсем

(э̆зэм), они. К.-Кушки. Там же есть и ф. вĕсем.

ĕссĕн

(ӧ̌ссӧ̌н'), непереводимый послелог. Беседы, на м. г. 16. Хамăр ĕссĕн, сами, своими силами. N. Вĕсем хăйсем ĕссĕн пурне туса çитерес çук. Они не могут сделать всего своими силами. Изванк. Аптрарĕç çынсем, хăйсем ĕссĕн нумай хăтланкаласа пăхрĕç. Измучились люди, много средств перепробовали (при изгнании мора). Шибач. Вăлсам хăвасам (= хăйсем) ĕссĕнех тăваççĕ. N. Уринчи тимĕрĕ хăй ĕссĕнех уçăлса ӳкнĕ. Ножные кандалы спали у него сами собою. Сборн. мол. Вăл хай есĕ курнă чул, алă перĕнмесĕр, хăй ĕссĕн туран катăлса анса, тимĕре, пăхăра, тăма, кĕмĕле, ылттăна салатса пăрахни пек пулĕ. См. ăссĕн.

ĕç

(э̆с'), дело, работа, занятие. Регули 1202. Ĕç пырать халь. Ĕç тăрать. Дело пока идет. Работа стоит. Изамб. Т. Утă ĕçĕ чилая пырат. Работы по сенокосу надолго хватит. Хыпар № 33, 1906. Кирлĕ ĕç туман, ĕç туни ятне анчах туса пурăннă. Нужного дела не делал, только делал вид, что работает. Чăв. й. пур. 35°. Вăл ялан: епле пуяшши? (= пуяс-ши) тесе, шухăшласа çӳренĕ, хăй ĕçе пит харсăрах пулман. Он постоянно ходил с мыслью о том, как бы разбогатеть, а к работе был не особенно старателен. IЬ. Япала парса та, укçа парса та, ĕç патĕнче те нумай пулăшнă. Много помогали: и вещами, и деньгами, и при работе. Т. Григорьева. Ĕç вилсен те виç куна пырать, теççĕ. Говорят, что работы и после смерти на три дня хватит. (Послов.). Тайба. Ĕç вилсен те виçĕ куна çитет, теççĕ. (Поговорка). Б. Илгыши. † Сар акине ма ятлас? ― сарай хыçне тухать те, сап-сар кукăль çитарать. Кам савать, вăл çиять, пире çима мĕн ĕç пур? Юрк. Урăх ĕç çук, ĕçес-çиес ĕç анчах юлчĕ, тет писсăрĕ. Больше дел нет, осталось только (одно дело) пить и есть, говорит писарь. Курм. Ĕçе ан тăрат. Не тормози работу. Регули 844. Ĕçĕ пор та, ĕçлеме ӳркенетĕп. Хотя и есть дело, но работать не хочется (лень). Ильм. Ура ĕçне те алă ĕçне те аван тăвать. Всякую работу исполняет хорошо. О сохр. здор. Ĕç патне те каяймаççĕ (больные). Пазух. Чакă туйĕ, ай, куртăр-и? Алăри ĕçре пăрахса чупрăр-и? Ист. церк. Пĕтĕм хăйĕн пурăнăçне хăй юратнă ĕçе панă. Всю жизнь отдал любимой работе. Регули 382. Вăл вăрманта. Эп конта. Вăл ĕçре. Вăл пĕччен. Жит. св. Апрель. Вăрă ĕçне тытса пурăнма пăрахăр ĕнтĕ эсир. Бес. чув. 15. Унăн мĕн ĕçĕ пур? — пĕр вулас ĕçĕ-кăна, тек темĕн-те-пĕр кирлĕ-кирлĕ мар шухăшласа кăларать. У него какое дело есть? — только и дело, что читать; не знаю что выдумывает. Альш. † Çакă ĕçе тăвакан, хĕрсен ĕçĕ мар-ши çав? Делать это дело, не девичье ли дело? Чет. пути. Ĕçĕ ĕç пулать, шăйрăк юлмасть, курăк тухмасть. Дело идет правильно; не остается огрехов, не растет сорной травы. Яжутк. Йăван, манăн ĕçĕ, санăн хуйхи; вырт, çывăр, тесе каларĕ, тет (работа моя — забота твоя; ложись и спи). Козм. Ĕçрен канлĕ пулсассăн, пирĕн ялăн хĕрĕсем пĕрнепеле вăрмана йăкăртатса утаççĕ. Хыпар № 44, 1906. Укçа анчах туртса тăнă, ĕçне пиртен ыйтмасăр тунă. Орау. Ĕç пулса çиттĕрĕ, куланай анчах парас пулать. Дело в шляпе, только (осталось) уплатить подати. Альш. Ĕçе çемçе, слабосильный. Полевые работы. Байгул. † Пирĕн атте ухмаххи ― ĕçе çитсен, хĕр парать. Глупость нашего отца (видна из того), что он выдает дочь перед полевыми работами. N. † Ĕç пĕлмен хĕрсене ĕç умĕнчен параççĕ. Девиц, не умеющих работать, выдают замуж перед полевыми работами. Сред. Юм. Тыр вырма кайман çынна: ĕç патне тохмас, теççĕ. Кто не ходит жать, про того говорят, что он не выходит на (полевые) работы. Ч. С. Пирĕн ялсем, ĕçе тухсан, яланах ернекуна хисеплеççĕ. Во время полевой работы наши деревенские всегда почитают (праздничным днем) пятницу. N. Анкарти хыçсене лартса тултарсан, ĕçе тухаччен, канса тăраççĕ. Закончив посадку в огородах, до начала полевых работ, отдыхают (крестьяне). Услуга. Юрк. Вĕсем сана ĕç туса парас çук. Они не сделают тебе услуги. || Связь (с чем-либо), причастность (к чему-либо). Альш. Сан мĕн ĕçĕ пур унта? Какое тебе тут дело? N. Качака каланă: ăна çиме мĕн ĕçĕм пур. Коза сказала: «На что мне есть это?» Регули 44. Онăн онта каймалли ĕç çок. Ему незачем туда идти. Якейк. † Çĕрпӳ хуçи çĕр хуçа; çĕр хуçапа мĕн ĕç пор, пирĕн ати хăй хуçа. Цивильских купцов сто человек; какое нам дело до ста купцов, наш отец — сам купец. Н. Сунар. Вăл çиме каласан, çи, унта вара ман ĕç мар, кирек те мĕн ту, тенĕ. Если он велит есть, ешь; а потом уж не мое дело, что хочешь, то и делай. Е. Санăн пирĕн çумра мĕн ĕç пур? Какое тебе до нас дело? N. Сана мĕн ĕç! Какое тебе дело? С. Сан мĕн ĕç пор? Какое тебе дело? У. Унăн айăпĕ çумĕнче сирĕн ĕçĕр çук. Вам нет дела до его вины. || Якейк. Онăн ĕçĕ пĕтнĕ (= вилес патне çитнĕ). || Причина, стать. Юрк. Сире мĕн ĕçпе эрех ĕçтермелле? С какой стати поить вас вином? || Ремесло. К.-Кушки. Вăл ĕçе вĕреннĕ çын, ун алли пур çĕре те пырат. Он — человек обученный ремеслу, его руки могут делать все. || Поступок. || Иногда не переводится. О сохр. здор. Анчах ку ĕç чăнах та çаплах-ши? Но так ли это в действительности?

ĕç-йĕр

«следы». Псалт. 88,52 и 53. Эй турă, тăшманусем çапла мăшкăларĕç, вĕсем çу сĕрнĕ çыннун ĕçне-йĕрне мăшкăларĕç.

ĕç-çийĕ

ĕç-çи, время страды, страда. Альш. Ĕç-çийĕ çитрĕ ĕнтĕ. Настала страда. N. Ĕç-çи тесе утта тухнинчен пуçласа авăн çапачченхи вăхăта калаççĕ. «Ĕç-çи» называют время, начиная с сенокоса и до молотьбы. Ч.С. Пĕрре çав (корова) ĕç çине (= ĕçе) тухаччен пит хытă чирлерĕ. Однажды, еще до полевых работ, она опасно захворала. Календ. 1906. Вĕсем пит ĕçлеççĕ, вĕсен пирти пек ĕç çийĕ-мĕн(ĕ) çук. Они очень усиленно работают, у них, как у нас, особого времени для страды нет (т. е. всегда страда). Шибач. Ял хошшинче ĕç çинче çын çок никам та. Во время страды на улицах деревни никого не встретишь. Вишн. Çула ĕç çинче хăш-хăш ачасем кăкăр сĕчĕ анчах çисе пурăнаççĕ пулсан та, варвиттине ереççĕ. Летом, во время страды, некоторые дети, несмотря на то, что они питаются лишь грудью, все-таки заболевают поносом. О сохр. здор. 60. Ĕç-çи вăхăчĕ, время страды.

ĕç тыт

браться за дело. Шурăм-п. № 12. Киле кайсан, вĕсем ву кун ним ĕç те тытмаççĕ. Когда они уйдут домой, то в тот день не берутся ни за какое дело.

ĕçĕм-çийĕм

кушанья и напитки (пища и питье). Жит. св. Апрель. Унăн ĕçĕм-çийĕмми çăкăрпа шыв анчах пулнă. Хыпар № 43, 1906. Ĕçĕм-çийĕм вĕсен хатĕр, вĕсем ытти чунсен вăйне, сывлăхне ĕçсе-çисе пурăнаççĕ.

ĕçкĕ

(-кэ̆, -к'э̆), выпивка; пир, пирушка; пьянство; напиток. Чăв. й. пур. 33°. Вăл хăй те Иванĕ пекех пит ĕçке юратнă, кулленех ӳсĕр пулнă. Çав Прухха вăсене хăйсем ĕçкипе хăйсене куллен ӳсĕр тунă. Он и сам, как и Иван, любил выпивку, и каждый день был пьян. Тот, Прохор, каждый день их спаивал на их же счет. N. Ĕçкĕ пуçтарчĕç, тет; ĕçкĕ пуçтарсассăн, каллех çав хĕр сăра ĕçме чĕнчĕ, тет. Юрк. Чăвашсенĕн ĕçкисем: сăра, кăвас (йӳçĕ), пыллă сăра, эрех. Вĕсене ытти çынсем пекех хатĕрлеççĕ. Font. 1. † Ах аттеçĕм, атте! ăшлă-туллă алсăна ĕçкӳ пиркӳ (= пирки) çухатрăн. Ч.С. Вĕсем хăшĕ-хăшĕ: ĕçкĕ вăл, маншăн тесен, вилнĕ атте-анне чĕрĕлсе тăнипе пурĕ-пĕр. Ĕçкĕре такçан курман хурăнташна куратăн, çу пек çемçе чĕлхӳпе, пыл пек тутлă сăмахна калаççа пĕтерейместĕн, теççĕ. Некоторые из них говорят: «Пирушка для меня так же дорога, как если бы у меня воскресли родители. На пирушке встречаешься с родственниками, которых давным-давно не видал, и не можешь с ними наговориться». . Ĕçкĕ хатрисене хатĕрлесе çитерсессĕн, пухура пурте пĕрле канаш тунă каç ĕçке лараççĕ. Ĕçкĕ бывает ятлă и бывает ятсăр, д. б. если ĕçкĕ назначена в известный праздник, то бывает ятлă. НТЧ. Пирĕн ялта чăвашсем хĕллехи ĕçке яланах çăварни эрнинче ĕçеççĕ. Малтанхи кун вĕсем хăна-вĕрлепе ĕçеççĕ, иккĕмĕш кунĕнче хăйсен ял-йышĕпе ĕçеççĕ. В нашей деревне зимнюю пирушку справляют на маслянице. В первый день пируют с гостями (приезжими), на второй день со своими однодеревенцами. Орау. Ĕçкĕ-ыйтаççĕ. Просят угостить водкой (о многих; напр., общество от кого-нибудь требует за что-нибудь). См. Магн. 231.

явăн

(jавы̆н), виться; обвиваться. Йывăç явăнса ӳсет. Дерево растет завитушкой. Икково. Хăмла шăччă тăрăх явăнса çитĕнет. Алших. Хăмла шерте (шалçа) тăрăх явăнса ӳсет. Сл. Кузьм. I, 16. Вĕсен ĕçĕ кантăра пек явăнса пырать. У них дело идет как по маслу. К.-Кушки. Мăйне çĕлен явăннă (или: яваланнă). IЬ. Курăк йывăçа явăнат. Альш. † Ĕнтĕ çил çаврăнат, çил çаврăнат: çĕмĕрт çеçки хăвана явăнат. Бурунд. † Çĕр çырлисем пиçеççĕ хĕрелсе, тĕрлĕрен пĕр курăка явăнса. Клубника поспевает, рдея, обвиваясь вокруг разных трав. Чураль-к. Шучă тăрăх явăнакан хăмла путранки мар-и çав? Ура явса выртакан пирĕн варлисем мар-и çав? Н. Тим. † Явăна-явăна выртакан, пĕрлĕхен аври мар-и çав? Сред. Юм. Ирхĕне, вил-шыв (у др. сывлăм) укеччин, утă торттарсан, ȏ, явăнса, вĕрен пик пȏлса пырать (вьется как веревка). Юрк. † Хĕвел тухат, сарăлат, улма йывăç çине явăнат. || О пламени. ЧС. Çӳлте хĕм явăнать анчах — хĕп-хĕрлĕ, тастан (= таçтан) та курăнать пулĕ. Вьются в выси искры, красные-раскрасные; должно быть, далеко видно. [IЬ. Пушар йĕри-тавра çынсем явăнаççĕ анчах. Около пожара вьются люди]. Сред. Юм. Вăт (= вут) явăнать анчах. («О сильном пламени, когда кажется будто оно вьется»). || О течении. ЧП. Хура шыв юхат явăнса. Янш.-Норв. † Шывĕ юхат явăнса, хумсем çапаççĕ хĕрнелле. А. П. Прокоп. † Атăлсем тухат (юхат?) явăнса. Дик. леб. 36. Акă тинĕс хумĕсем, ывăна пĕлмесĕр, пĕрин хыççăн пĕри явăна-явăна пынипе темĕн тĕрлĕ хытă чулсене те тип-тикĕс якатаççĕ. || Об облаках. Дик. леб. 40. Хура тăхлан тĕслĕ хăрушă хум пек пулса, вĕсем явăнса шуса пыраççĕ. IЬ. 56. Çӳлте явăнать хуп-хура пĕлĕт. Наверху вьется черная туча. || О пыли. Сказки и пред. чув. 22. Тусан пырать явăнса. Пыль вьется. || О грязи. Сред. Юм. Çăмăр çуни халь те типмен, пыльчăк ȏрапана явăнса пырать (грязь навивается на колеса). ||О медленном, величественном движении солнца (так толкует КС.). ЧП. Хĕвелсем тухат явăнса. || О колосьях, которые клонятся от тяжести в разные стороны. Ст. Чек. Явăнса ӳсет ыраш (= вăйлă ӳсет). Колосья ржи от тяжести клонятся в разные стороны. || Виться (о птицах и т. п.). Сказки и пред. чув. Ялĕсем çинче кайăк явăнать. Над их деревнями вьются птицы. Толст. III-IV, 122. Вăрăм-тунасем явăнса вĕçсе çӳреççĕ, сĕрлеççĕ. Комары вьются, летают и жужжат. N. Икĕ ангел, икĕ архангел вĕççе килеççĕ пирĕн чуншăн, явăнаççĕ пирĕн çылăхшăн. || Увиваться (с какою-либо целью). КС. Сир. 27. Кам ăслăлăх çурчĕ таврашĕнче явăнса çӳрет, çавă унăн çурчĕ çумне пăта çапса тĕреленет. Якейк. † Эпĕ лартас хĕр панче упа-кашкăр явăнать. Около девушки, которую я хочу посадить (чтобы покатать), увиваются волки и медведи (дикие звери). С. Хорчка пек явăнса çӳрет. Вьется как ястреб. Тоже и о животных. Якейк. † Пирĕн çол çийĕнче корак-çăхан явăнать, эпĕр лартас хĕр панче ялти ача явăнать. (Песня на масленице). КС. Курак-çăхан виле таврашĕнче явăнса çӳрет. Сновать (в переносн. зн.). Ст. Яха-к. Эсир кунта питех явăнса ан çӳрĕр (не толпитесь). Сказки и пред. чув. 75. Ярăнтарса явăнса, шăпăр кĕвви ташлатать.

ямăт

(jамы̆т), готовый. См. янтă. Истор. Хресченсем: улпут ĕçĕ, тесе, ĕçе çиелтен анчах ĕçленĕ; улпучĕсем те, ямăта вĕреннĕскерсем, тăрăшман. Ч.П. Ямăт мула ĕмĕтленсе, пуян çын хĕрне ан тапăнăр. СПВВ. Х. Ямăт, ямăттине, янтă, ямăтлас, янтлас. КС. Ямăтранах пуйрĕ. Разбогател чужим добром (но законно). Орау. Ямăтранах пуйрĕ (чужим добром, но законно, напр. женитьбою). IЬ. Çын ямăчĕпе пуййĕрç (= пуйрĕç) вĕсем, разбогатели чужим добром (готовым). М.А. 74. Епле вăл ямăтран тупасшăн? терĕç илтлекенсем. Сир. 132. Çыннăн асаппа пухăннă ямăтне çăтса яраймĕ вăл, калла кăларса парĕ; пурлăхĕ тăрăх унăн тӳлĕвĕ пулĕ, савăнсах тараймĕ вăл. Сред. Юм. Тăван пиччĕшĕн мар, ытти ашшĕпе, амăшпе пĕр тăвансĕн çȏрчĕйĕрĕ, ытти япаласем те ȏна йȏлсан: ямăт йȏлнă, теççĕ. Следовательно, ямăт означает имущество, оставшееся после родственников, не живущих в одном доме. Однако, если родители до своей смерти не выделили сыну имения, которое он должен бы получить, и он получает его лишь после их смерти, то это не будет «ямăт». IЬ. Ямăта-çиç пăхать. Все даровое хочет получать. Вĕлле хурчĕ. Вĕсем (сăрăсем) вĕллере те, тулта та нимскер те тумаççе, ямăт апат çиеççĕ те, сĕрлесе-çеç лараççĕ. N. Эпир соха сохаласа çӳреппĕр, эсĕ конта ямăтран икерч çисе ларатăн. N. Теприсем пыраççĕ те: ха! ха! ямăттине йышăнать! теççĕ. Другие подходят и говорят: «Смотри-ка, он присваивает себе готовое?».

янавар

(jанавар), животное (перс.). СПВВ. Чĕлхесĕр янавар ― калаçайман япала, выльăхсем. СПВВ. Х. Янавар ― бессловесное, жалкое животное. Сборн. по мед. Хура халăх янавар чирĕсенчен сыхланма пĕлмест. IЬ. Вара хура халăх янавар чирĕсенчен сыхланма е вĕсенчен сывалма меслетсем пĕлмен пирки, вĕсем çинчен вĕреннĕ ăслă çынсенчен мĕн тумаллине канаш ыйтса пĕлме хăранă пирки темĕн чухлĕ вилет. || Лошадь. Хурамал. Лашана йывăр çăк турттарнă чух: янавар! туртать вĕт, теççĕ. Альших. † Сакăр шăллă çунаçăм сакăлтана ямин-ччĕ, тăват уралă янавар тăваяккине ямин-ччĕ. Бурунд. † Сакăр шăллă çуна сакăлтана ямин-ччĕ; тăватă уралă янавар ту аяккине ямин-ччĕ. К.-Кушки. † Тăват уралă янавар (лошадь) тăваяккине ямин-ччĕ. Чертаг. Эй, янавар! Лайăх выльăха сурăм-çирăм, сана, янавара, лайăх полтăр. (О хорошей скотине). То же знач. и в Якейк. IЬ. Эй янавар! çӳресе ус куртăмăр! (о хорошей скотине). Н. Шинкус. Эй турă, уя кӳлсе тухнă ака çăмăл пултăр, янаварсене (акана кӳлнĕ лашасене) хăватне пар, турă! Тюрл. Эх, чĕлхесĕр янавар (лошадь)! веç она çапса пĕтернĕ; чĕлхи çок вĕт он калаçма! Шибач. Лайăх лашасене ыр янавар тетпĕр. Изамб. Т. Лаша, мана курсан, кĕçенсе ячĕ. Чĕлхесĕр янавар, паллат пулат çав! Хорачка. Хӧ̌ђэ̆м ут-ты̆к: аj jанавар! тӓччэ̆ она. Дик. леб. 32. Чĕлхесĕр янаварсем. || Выражает сожаленне. Ст. Чек. Шеллесе калаçат: янаварăм! янаварăм! (Обращение к человеку и животному). СПВВ. ВА. Янавар = мĕскĕн, бедный. Стюх. Эй янавар! Ах бедняжка! Во время пахания плугом перед началом говорят: «Шăрт кас, тĕрен хăпарт, янавара хăват пар». Ч.С. Вилсе кайрĕ авă, пирте ыррăн çулталăк та пурăнаймарĕ, янавар! Питушк. Янавара ан çап, вăл чĕлхесĕр япала. IЬ. Эй янавар, мĕскĕн (çынна калаççĕ). Ядр. † Алтăр туллиаштуртрăм, чикан пычĕ чӳлĕк туртрĕ; янавар укçи турпас мар, туртмассейрен çу юхмаçть. || Глупый. Я. Турх. Янавар, глупый. || М. П. Петр. Янавар — слабосильный. || Славная вещь. Шибач.

япала

(jабала), вещь; предмет; дело. Чтен. по пчел. №. 17. Ăвăс ытти япаласем тунă çĕре те каять, тата япала кĕлеткисем-мĕнсем (фигуры, изображения) тăваççĕ. Орау. Япала тыт та явала! (Бессмысленное изречение; говорится от нечего делать.) Юрк. Япалана пас вăйлă тытсан, ăшă пулат. Если на предметах сильный иней, то будет тепло. КС. Унтан халĕ аната куçарчĕ пӳртне, урăх япалана куçарман халь. Чхĕйп. Çĕр çине мĕн чул шăтнă япала (всё, что...) хĕвел, çăмăр, сылăм, çил — çак тăват япала тăрăх усă кӳрсе тăраççĕ. Шурăм-п. № 19. Çĕнĕ уйăх курсан, ура айĕнчи япалана çывăрма выртнă чуне пуç айне хумалла. Вара тĕлĕкре мен-те-пулин курăнать, тет. Регули 97. Эп она парассине япала (надо: парас япалана) кăтартса. Ib. 1266. Япалан пăхса парăп. Ib. 864. Онтан исе килнĕ япалана (япаласене) порне те кайлах еççе пар. Ib. 675. Вăл япаласене, туса пĕтернисене, киле исе килес; тунă япалисене киле исе килес. Орау. Хă вăн çук япала çав ĕнт çав; темиçе çынтан ыйтсан та, пĕри памарĕç; мĕнле алăпăр-ха ĕнт? Если у тебя не имеется вещи, то всегда бывает так. К скольким людям ни обращался, ни один не дал; как уж будем подсеивать? Хыпар № 22, 1906. Кайран, пĕр ирхине, Питĕре пырса çитрĕмĕр. Чейсем ĕçкелерĕмĕр-те, япаламăр пеккисене илсе, хайхи двореца шырама тухса кайрăмăр. Юрк. Пĕре те çапла балыка кӳртсе парăр, тесе, ыйтат иккĕ те ыйтат. Балыка, килте çук япалана, арăмĕ мар, никам та пырса лартакан çук. СТИК. Хай пирĕн япала ăнмарĕ пулас! У нас видно с тобой дело-то не выгорело (не удалось). Сред. Юм. Килтисĕне систермесĕр çынна япала пуçĕпех пара-пара яракан çынна: япала кăларать, теççĕ. N. Кил-хе конта, япала парăп сана. Иди-ка сюда, я тебя угощу («дам одну вещь», т. е. изобью). || Существо. Ч.С. Хай ніçта сиен-мĕн туман япалана кăкарса, асаплантарса тытнăран, луç мана çавăнпа ытла та шелĕн туйăнчĕ. Орау. Шатун, пушан япала, часах ывăнать (о лошади). N. Ĕлĕк пĕрне, пахча çаратма кайсан, тытнă, тет те, питĕ хытă хĕненĕ, тет. Çак япала, киле таврăнсан, хăй тĕлĕшшĕн калаçса выртать, тет: хырăмна пула çурăму тем курĕ çав, тесе выртать, тет, ыратнипе. Как-то давно, одного, попавшегося в саду в воровстве яблоков, здорово побили. Он, возвратившись домой, улегся в постель и разговаривает сам с собою: «Ради брюха, говорит, не знаю что потерпит спина!». Юрк. Ку çапла çăкăра тăпрапа тусан çинчен сĕтĕрсе илнине ăнсăртран пуп курат та, тытăнат кăна ятлама: итле-халĕ, ухмах япала, çăкăра, çапла иртĕнсе, тусан çинче çĕмĕрсе çӳреççи-мĕн? Ст. Чек. Мана хай япала (из это существо) ятпа чĕне пуçларĕ. Панклеи. Мĕн пор чонлă япаласанчен... (из живых существ). || Материя (ткань). Изамб. Т. Тата пасар япали илсе халат (поддевку) çĕлетеççĕ. || Приданное (у девушки). Абыз. † Тавай пире япала урапа кашти авăначчен. Пизип. † Икĕ тур лаши, ай, туртара, икĕ тур лаши, ай, туртара; шур япали урăпа çинче, сакăр сурăх, ай, саранче. Ала 8°. Эпир ăна çавах качча памасăр усрас çук, анчах хĕрин япали çук. || Вещество и пр. О сохр. здор. Чăх-чĕппи çăмарта ăшĕнчен тухать те, вара çăмартанăн хуппи анчах тăрса юлать. Çăмартари япаласем пĕтĕмпех пĕтеççĕ. || Товар. Чăв. й. пур. 22°. Хăй япалапа сутă тăваччĕ. Сам он торговал. Юрк. Ку япалушăн мĕн хак ыйтатăн? Что просишь за эту вещь? || Во мн. ч.—имущество, пожитки. К.-Кушки. Выçлăхра пĕтĕм япалисене сутса пĕтернĕ. || Говорят про пищу. НТЧ. Манăн нимĕн çимелли япала та пулмарĕ. У меня не случилось при себе ничего съестного. || Иногда не переводится. Беседа чув. 11. Мĕн çĕнĕ япала пур? Что есть нового? || Причина. О сохр. здор. Тĕрлĕ чир тĕрлĕ япаларан пулать. Разные болезни бывают от различных причин. || Необыкновенная вещь, диковина. Завражн. Ак япала! Какая штука-то! (Говорят, когда услышат нечто удивительное). Альш. Акă япала! Кунта мăкшăсем те пур иккен! Вот так штука! Оказывается, здесь есть и мордва! || Penis. Курм. † Пирĕн Яккувăн япали молкач пичи япали пак анчах. || Яд, отрава. Хыпар № 44, 1906. Колымскра иккĕмĕш çул пурăннă чухне, вăл япала ĕçсе вилме тапратрĕ, анчах ăна сиссе çăлчĕç. || Вредная вещь. Злой дух. Ст. Чек. Эй турă, тĕрлĕ япаларан (подразумевают «тĕрлĕ усалтан») хăтар пире. Хыпар № 29, 1906. Айван чура сапах доктор патне кайма пĕлмест: япаларан мар-ши? тесе юмăçа каять. || Нередко получает обобщающее значение. Панклеи. Сирн ку холара пăр хăрăк хорăн тонкати-япала пор-и? У вас есть в этом городе какой-нибудь сухой березовый пень? Якейк. Эп онтан кашнинчех иртсе çӳретĕп, анчах çын-япала кормастăп. Я там каждый раз прохожу, но никаких людей не встречаю. КС. Хула-япалана каяс пулсассăн... Если придется поехать в город и т. п. Хыпар № 2, 1906. Эрех-япала суйланă чухне (при выборах) ан пултăр. || С афф. притяж. 2-го и 3-го гл. ставится в некоторых чувашизмах. Ч.С. Пыраттăм ĕнтĕ, сасартăк хам умрах темĕскер хуп-хура тăнă пек туйĕнчĕ те ман çан-çурăм çӳçенсе кайрĕ. Лашу-япалу (куда тебе тут и лошадь и всё!...)! каялла чупа патăм. N. Пирĕн ват асатте — кăшăлу-япалу!.. киле пăрахса тавăрăннă, тет. Орау. Мун-куну-япалу... вĕççĕрĕ! Пролетела (твоя) пасха. Чув. тексты № 2, 513. Пасара карни? — Карăм. Мĕн илтĕн? — Пăрçа илтĕм. — Ак телей! — Телейи-япали (какое тут счастье!); кĕпер урлă каçрăм та, тăкăнчĕ-карĕ. — Акă сиян!—Сияни-япали (какой там убыток!)! тепĕр кунне кайса пăхрăм та, тӳшек пек выртать... || Иногда заменяет афф. -скер или же ставится вместе с ним; при этом речь иногда получает иронический оттенок. Демид. Икĕшĕ те мимо ярса курман япаласем пулнă. Оба они никогда не стреляли мимо цели. Уфим. Пирĕн чăвашсен хăтараканĕ ватман япала. Хĕрлĕ Урал. Пĕччен япала (будучи одна), шырама часах тухайман. Юрк. Чи аслă ывăлĕ, Митукĕ, наянтарах япала, ĕçе пит çемçе çын пулнă. N. Пит вăтанакан япала эпĕ. Я очень стеснительный человек. N. Пит намăслă япала тата. Орау. Раштавччен тухмалла япала, Мункунччен те тухмарĕ (напр. книга). КС. Вара мана халиччен ĕненмен япалана ĕнентерчĕç (заставили поверить в то, во что...); çын кураймасăр котун туса панă, терĕçĕ (испортил животных кто-то). Орау. Çамрăк япала, нумай кирлим ăна? — тата тепĕр-ик стаккан ĕçсенех, вилмелле (относительно выпивки). Ib. Хай, ӳссĕр япала, çулне-йĕрне паллайман. А он, пьяный, не мог определить дороги. Юрк. Пирĕн ăспа пулсан «Пулăхар» каçичĕ те, çĕнĕ япаласкер чăвашсенĕн кăмăлне пит килме кирлĕ-чĕ. Ib. Чăваш хĕрĕ пит таса япала, вăйлăскер, арçын вырăнне ĕçлесе çӳренĕ. Чувашская девушка, очень здоровая и сильная, работала за мужика. Йӳç. такăнт. 33. Эй, кум! Пĕрле ӳснĕ япала, халь те пĕрле пурăнар! Изамб. Т. Тӳрленсе çитмен япала тепле тăранĕ вара? Орау. Паян пĕр авăн çапрăмăр та, хĕллехи япала, тырри чĕрĕлсе кĕрет вăн; çулана çитмест çав вăл авăн тавраш, ун чух авăн та кирлĕ мар — хлупут çук. Ib. Кĕр-куннехи япала, сĕткен типнĕскер, сĕвĕнмест вăн пушăчĕ. Альш. Унтан вара пурама пуçланă япалана пăстармарĕ (так как здание уже начали рубить). || Часто переводится местоимениями нечто, что-нибудь, ничто и др. Ч.С. Анчах ал-валли çиекенсем пурте, ача ятне асăнса, япала (что-нибудь) хураççĕ (на зубок). N. Аллăна япала-мĕн тăрăнчим апла? Ты наткнул чем-нибудь руку? Ашшĕ-амăшне. Атте, япала (что-нибудь)-мĕн кирлĕ мар-и сана? Т. Исаев. Пĕр-пĕр япала пулсан. Если что-нибудь случится (неприятное). N. Мана çиме япалăр çук-ши? Т. Григорьева. Япала илнĕ чух çынтан ыйтмасăр ан ил, теççĕ. Когда хочешь взять у кого-нибудь что-либо, то не бери, не спрося, без разрешенья. (Послов.) Хыпар № 12, 1906. Э-э-эх! тетĕп. Ку чăвашăн пĕр япалине пăхса та савăнма çук иккен, тетĕп. Юрк. Хайхи Митук пĕр япаласăр тăрса юлнă (остался ни с чем). Череп. Япала тухмас. Толку не будет. Макка 202. Унти вутсене (огни) пĕр япала хăвармиччен сӳнтереççĕ. Альш. Япала пĕр хуйхăсăр пулмас, теççĕ. Ничто не дается без заботы. Юрк. Çак уйăхра, пушă вăхăтра, пĕр япала çырса ярашшăн. В этом месяце, в свободное время, хотелось бы написать одну вещь и послать ее. Макка 202. Вăл мăн чӳк тунă çĕре пĕр ялтан пилĕк çын хăвараççĕ, вĕсем вара çĕрле, мĕн-мĕн япала курăннине пăхса, сыхласа тăраççĕ. О сохр. здор. Мĕшĕн макăрнине пĕлсе, таврашне тӳрлетĕр те, япала ыратнипе макăрмасть пулсан... N. Япала ыратат, ыратман япала çук. Все тело болит. Тет. Вăл мана пĕр-пĕр япалу сикмен-и? (не свихнул-ли что?), тесе ыйтрĕ. Упа 589. Аккасем каларĕç: япала ыратмари? терĕç. Эпĕ: пăртак ура ыратрĕ (ушиб ногу) те, урăх ним те ыратмарĕ, терĕм. О сохр. здор. Унăн (у ребенка) пĕр япала (что-нибудь) ыратмасан, вăл нихçан та макăрмасть. Альш. Унтан чарăнаççĕ (перестают петь) те, çавăнтах пĕр-пĕр япалалла-мĕнле выляса илеççĕ хĕрсемпе каччăсем. См. епеле.

яр

(jар), пустить, отпустить, допустить, отпустить, упустить, выпустить, распустить, пустить в ход, класть. См. ер. К.-Кушки. Кашкăра сурăхсем хушшине яр-ха! Курăн вара, пĕр сурăхă та картăнта юлмĕ. Пусти-ка волка к овцам, останешься без овец. Чураль-к. † Çакă ялăн хĕрĕсем ним парса та ямаççĕ (не допускают). Беседа чув. 15. Хăшĕ шыва кĕреччĕç, хăшĕ пĕчĕкçĕ кимĕ туса яраччĕç. Мижула. Пĕр урамра темиçе пĕве пĕвелеççĕ; малтанхин пĕви толсан, ярать те, кайрисен пĕвисене татса каять. К.-Кушки. Эс мĕшĕн сахăр ярса ĕçместĕн? Почему ты не пьешь (чай) внакладку? М. Тув. † Хĕрĕх пуспа алă пусне алран ярас килимаçть (не хочется выпустить из рук). Орау. Хĕресе çакăнталла ярас пуль (п. на грудь), тек çурăма ыраттарса çӳрет (о нашейном кресте). Тяпт. Çав карапран пир ячĕç, тет (спустили холст). Толст. Эпĕ патиене пусса ятăм, анса ил-ха. Я упустила бадью в колодец, слезь и возьми. Яргуньк. Хайхи çын, вилнĕ çынна илсе, Сăра (т. е. Сăрра, в реку Суру) яма карĕ, тет. М. Васильев № 34. Вара ялти çынсем, тертленсе, она сакайĕнчен сĕтĕрсе кăларса, пĕр тарăн çырма хĕрĕнчи ват хорама котне кайса янă (пустили к корню старого вяза). Орау. Пĕр хĕр кепи аркине тавăрнă та, аялалла пăхса тăраччĕ. Мана курчĕ те, лăштах ячĕ, — вăтанчĕ, курнать. Юрк. Ĕнер эсĕ ман çине пит нумай сивĕ ярсаттăн (напустил холоду); курăсăн, авă паян та кăмакасем çумĕнче ăшăнаймастăп! Орау. Ача тунă та, ачине пĕвене янă. Родила ребенка и пустила его в пруд (т. е. утопила). Пазух. Курки калать: тыт, тесе, сăри калать: ĕç, тесе; сăрине янă хăмлисем те, килнĕ мĕн-çке хăнисем. П. Сунар. † Хора пиншак йӳле ятăмăр (нараспашку), ăна мĕшĕн йӳле ятăмăр, кĕрен кĕпе курăнмашкăн. К.-Кушки. Кĕпе çухине ярса çӳрет (не застегивает). Абыз. Нарт, нарт кăвакал Атăл варинче, ик çунатне шарт, шарт çапать, Атăл хĕрне хум ярать. Пуçтарнăр, ачасем, ман пата. (Чан çапни). N. Чей çине яраççĕ. Пускают в чай. Чаду-к. Пирĕн ялсам пĕр çын вăрмана лаша яма кайнă (чтобы пустить пастись). N. † Хамăр тăван янă чух, çитеймерĕм чыспала. К.-Кушки. Çунийĕ кайман, ăна вĕсем тăххăрĕш те нимпе те ярайман (не могли заставить двигаться, катиться). Т. М. Матв. Атăл тĕпне ахах ятăм. (Хурана тăвар яни). Сред. Юм. Çăвартан тытса янă-и мĕн сана? Насильно, что ли, тебе в рот влили? (Говорят пьяным людям). Якейк. Янă-яманах сӳнсе ларать (лучина в самоваре). Абыз. Кантăк витĕр ĕс (надо: йĕс) кĕвенте янă. (Хĕвел пăхни). N. Яшка çине яма сухан та пур. Ч.К. † Ытса, ытса памасан (пуян инке), турă ятăр каялла (т. е. пусть ее богатство уменьшится). Ч.П. Халат кăсйи тарăн мар, мăйăр яма (класть) пит аван. Юрк. Мана И.И. ярасса ячĕ те, сире те ярĕ, темĕн çав. Меня-то И.И. отпустил, но едва ли только он отпустит вас. Чăв. й. пур. 36°. Акă епле, вăл выхăта эсĕ малтан икĕ хăлаç алт, унтан вара пĕр çын тупса яр; çын тупса ярсан, вара укçана ăлавĕпех: тие, тенĕ. Синьял. † Куçăма ятăм ирĕке, сар ачасем суйлама. Пустила глаза на свободу — выбирать красивых парней. Бугурусл. Эпĕ хăранипе (со страха) лашасене сиккипе ятăм (пустил вскачь). Яргуньк. Первый Иван вĕчĕ (= вĕрчĕ), тит (пустил струю воздуха) те, ултă çухрăм ячĕ, тит; кайран ĕçлен вĕчĕ, тит те, виçĕ çухрăм ячĕ, тит. Вара тапратрĕç, тит (драться). Ib. † Вăйăран вăйя çӳрерĕм, хам савнине ямарăм. Ходил по хороводам, но не упустил своей любимой. || Прибавлять. С. Дув. † Ĕнте вăрман кашлать, вăрман кашлать, туратран турата ярасшăн. || Попускать. Ст. Шаймурз. Турă ямасан (если не попустит), тăшман. çĕнтереймест. || Сбывать с рук (плохой товар и т. п.). М. Яуш. Эпĕ сан тавара яма пĕлетĕп (могу сбыть, спустить с рук). N. Пĕрне лартса хăвартăм, нимпе те яримастăм вăл çитмĕл пуса. Одного надул, а то никак не мог сбыть с рук этот двугривенный. N. Усал укçана аран-аран ятăм. Фальшивую монету насилу сплавил. || Забивать. Çакăнтан тепĕр пăта ямала (забить гвоздь), вара тăн-тăн (крепко) пулать. || Повесить. Альш. Хăлхине ярать хăшĕ арçын та хăлхалки (серьги). N. Эс сар шерепи яни-ха? Халь яма мар, шерепине те çыхса пĕтермен. N. Хĕрсем çула тĕр тăвнă чух, пĕри ыйтать: эсĕ сар шерепи яни-ха? Якейк. (Хĕр) пилĕкнех порçăн хырмоли çыхать, кот хыçне сарă çакать: хӳре вырнне ленттĕсем яраççĕ; çорăм хыçне мăйăран ялав çакаççĕ. (Хĕр-арăм юсав). || Отделывать, украшать. Шаймурз. † Хура шаль туттăрăн ярапине чистă пурçăн ярса тултартăм. Якейк. † Ăшне кĕмĕл янă, тет, толне порçăн тортнă, тет. (О бочке). Ст. Яха-к. Ун чухне лаша таврашĕ пушăт, курăс мар, пуринĕн те чĕн хăмăтсем, шуçпа янă чĕн кутлăхсем. || Распустить (слух и т. п.). N. Ят яр, распустить дурную славу, молву. Ст. Шаймурз. † Ай-уй, савнă тусăм, хура куçăм, ятна яла ярса (распустив про себя дурную славу), эс култартăн. Сред. Юм. Ху ятна ху ярса çӳрен. Свое имя порочишь. || Дать волю (языку). Сред. Юм. Чĕлхене ытла пит янă-çке вара эсĕ. (Говорят тому, кто говорит другим обидные слова). || Стрелять. N. Эпĕ ун чух патруль-ччĕ, хулара çӳреттĕм; хаярăн кăшкăра-кăшкăра аран чартăм войскана: пĕр-маях яраççĕ (стреляют). || Ударить. Орау. Чутах ярать-чĕ чукмарпа. Дубиною чуть не хватил. || Расстегивать, расстегнуть, отцепить, распутать. Упа 719. Эпĕ çĕлĕке хыврăм, тӳммесене ятăм. Я снял шапку и расстегнулся. Толст. Çав çаклатнине (крючек у двери) ярас тесе, сикрĕ-сикрĕ, тет, ку, ниепле çитсе яраймарĕ, тет (никак не мог отдеть). || Пустить (в общее пользование). Хыпар № 31—2, 1906. Эпир çĕре нихăçан та яла ярса (пустив в общее пользование), çĕнĕпе туса уйăрман. || Удлинять. Ст. Чек. Унта кĕпесене урăхларах çелеççĕ, аркисене вăрăмрах яраççĕ (подол пускают длиннее). || Позволять, допускать. Юрк. Шыв ăсма ямаççĕ. Не позволяют брать воды (из своего колодца). О сохр. здор. Çын скарлатинапа чирлесессĕн, унăн пырĕ çăтма ями ыратакан пулать. Яжутк. Хуçи патшаран ыйтать, тет: мана япала сутма яратри-ха? тесе, каларĕ, тет. || Проводить (дорогу, электричество). Чув. календ. 1911. Халĕ электричествана пĕр вырăнтан тепĕр вырăна темиçе çухрăма яма пултараççĕ. Теперь электричество проводят с одного места на другое на много верст. Разум. Аслă çула Куснар çĕрĕ витĕр ямалла тунă. Сделал так (добился того), что дорога должна была пройти по земле селения Коснар. || Прислать, послать. Псалм. 106,20. Вăл хăй сăмахне янă (послал), вĕсене сыватнă. Сала 36. Ирхине ирех Емелене арăмĕ кĕреçе панă та, çырма (канаву) тума янă. || Отправлять. Якейк. Вăл Чол-Холая паршăпа нумай тырă янă. Он отправил в Нижний на баржах много хлеба. || Сваливать на другого (т. е. указывать на недостатки и др.). Альш. Малтан хĕрне тӳррех калассине ялĕ çине яра-яра калаççĕ; унтан кайран-кайран тӳррех хĕрĕ ятне каласах та юрлаççĕ. || Проигрывать (в деньги, в игре). Петĕр виç тенкĕ картла выляса янă. Петр проиграл в карты 3 рубля. || Тратить? Сред. Юм. || Продолжить, продлить. Якейк. Эпĕр теçеттина ир пуçларăмăр та, каçчен ямарăмăр, каçхи апатчен пĕтертемĕр (сжали до ужина). Хыпар № 9, 1906. Çапла пĕр куна та ямарĕç (даже дня не проработали), кĕпере йăлт туса пĕтерчĕç. || Завести (часы; так у многих); пустить в ход (машину и пр.). К.-Кушки. Чассие ятăм та, сĕтеле хутăм. Я завел часы и положил их в стол. Ib. Паян армана янă иккен (пустили в ход). || Возложить; налагать. Хыпар № 42, 1906. Налогсене чиновниксем ямалла мар, халăх суйланă депутатсем ямалла тăвĕç. Янтик. У укçана (тулăка, т. е. долг) халь ĕнтĕ халăх çине янă, хăй татайман пирки. Этот его долг возложили на общество, так как он сам уплатить не мог. || Лить. СТИК. Стаккана (витрене) шыв яр (налить воды). Пирĕн ял 1929, № 16, 4. Çав эрехе пĕр çĕре ярсан, кимĕсемпе ишсе çӳремелли кӳлĕ пулать вĕт. || Лить (о сильном дожде). Никит. Эп витререн янă пек, çăмăр ятăр. Пусть польет дождь так, как я лью из (этого) ведра. Трхбл. Çумăр ячĕ (или: çумăра ячĕ). Дождь пошел (внезапно). || Лить (свечи). Собр. Çăвăнчен (из того сала) çурта ятăм та, çанталăкĕпе сарăлчĕ. || Насыпать. N. Тăпра янă чухне малтан, йывăçа лартиччен, шăтăк тĕпне çерем кассине хуран. N. Ултă виçе урпа яр. N. Эп хутаççине тытса тăтăм, вăл тыррине ярса тăчĕ. || Заставить пройти (болезнь)? Случать. Ст. Чек. Янă кĕсре (то же, что кустарнă). К.-Кушки. Ĕнер хура ăйрăпа янă (çӳретнĕ). Вчера случали вороного жеребца. || Городить (забор). Тим.-к. † Çичĕ хут сапур ямарĕç. || Уничтожить. Сир. Усал кăмăл çĕтĕк-çатăк тăхăннинчен ытла (более) илеме ярать. || Счистить (грязь и пр.). О сохр. здор. Вĕсем, хăйсен ӳчĕсенчен кирĕксене лайăххăн яма-сăрах, кĕпи-йĕмне тăхăнса яраççĕ. || Стирать (резинкой). Янтик. || Выпивать. Никит. Пĕр Иван анчах эрех ĕçмен, ыттисем янă (пили). || Ходить (в карточной игре). Сред. Юм. Яр мана. Ходи ко мне (в игре в карты). || Пуститься во что. Альш. Пырсанах, хваттир хуçине пуççапаççĕ хĕрĕсем; яраççĕ унтан ташша (пускаются в пляс). Абаш. Майралла яр! (говорят женщине). Пляши по-русски! Альш. Хапхаран тухнă-тухманах ярать пурте юрра. N. Акă лашисем ячĕç, тет, ташша. Вот лошади пустились в пляс. СТИК. Ват çын пек юрра ятăн ĕнтĕ! Пазух. Икĕ сар хĕр кăмăлне вăрăм çула кайрăмăр, орган купăс куртăмăр, тăрса ташша ятăмăр. || Ăйха ячĕ вăл! Здорово спал. || Употребляется в качестве вспомог. гл. Ч.П. Ешĕл юман касса ятăм, яр хĕррине ӳкертĕм. Ib. Аслă урама тухрăм юрла ятăм (без намерения, почти неожиданно для самого себя), тăшмансен чĕрисене çура ятăм. Альш. † Çамрăках та кăмăлпа кулса яр: манăнах та кăмăлма уçса яр. Альш. Çураçрăмăр, килĕшрĕмĕр те, Элшелĕнченех илсе ятăм эпĕ хĕр. О брачной жизни. Качча илнĕ хĕре хăйсем патĕнчен хăваласа ярса, ăна намăса яраççĕ, пăрахăçа кăларса яраççĕ. Хыпар № 29, 1906. Халĕ пирĕн хăш чухне çумăр та çăвать, анчах, кăшт хĕвел пăхсанах, типĕтсе ярать. Календ. 1904. Унтан, çынна вырса çӳресе, хăйĕнне çил тăкса ярать. Беседа чув. 17. Пурте аллисенче çутнă çуртасем тытса: Христос вильĕмĕнчен чĕрĕлнĕ, тесе, юрласа ярасса хытă кĕтсе тăраççĕ. Юрк. Исправник хăне валли çырса тăмашкăн пĕр тиек тытса ярат. Чуратч. Куртăн-и? тесе, кăшкăрса ячĕ, тет! Хыпар № 16, 1906. Тутар çинчен мана ялти çынсем ак çапла каласа ячĕç. Скотолеч. 26. Унтан шăнасем ларса варласран тикĕт сĕрсе ярас пулать (на зашитую рану). Юрк. Акă пире çырăва вĕрентсе вырăс туса янни! Вот что значит научить нас грамоте и сделать (через это) русскими! N. Ачăна ялан апла хĕнесен, ухмаха кăларса ярăн. Хыпар № 31―2, 1906. Тата чăнах та хăвна-хăв нихăçан та çынна таптаттарса яма юрамасть. Сред. Юм. Тотăр парса яна. [Если родители соглашаются выдать дочь замуж, то тому, кто сватает, дают «тȏтăр» (не платок)]. Сала. Арăмĕ пачăшкăран часрах ултă çĕр тенкĕ илнĕ те, Ивана парса янă. Юрк. Пăхăсăн, начар эрехне çапла урайне сапса ярса, çак начар эрехпе сут тăвакан çынна нимĕнпе айăплама пулса тăнă. В. Тим. † Ытам тулли памасан, ывăтайса ярап, тет. Хыпар № 29, 1906. Вăхăт-вăхăт урапа сасси илтĕнет, е автан авăтса ярать. Б. Яныши. Учĕ сикрĕ те, малти урапи (колеса) перевос çине кĕрчĕ, кайрине йăтса ярмалла (= ямалла) пулчĕ. Скотолеч. 4. Вăл (лошадь) апатне çисе янă-и, яман-и? çавна пăхас пулать. Кн. для чт. 4. Çулпа иртсе пынă чух, хӳме çумĕнче хутаç çакса янă старике курнă. Ядр. Евангелиенĕн корректурине парса яр ман пата, ăна часрах пусма парса ямалла. НАК. Вăл çапла каласассăн, эпĕ: ку хура-кĕсрери киреметĕç пулчĕ ĕнтĕ, пĕтерет ку мана, тесе, аран: кă-кă-кăвакал, тесе ятăм (насилу выговорил). Альш. Вĕрӳçĕ карчăк килте çук; пырса (парса?) ярăттăм, укçи çук. Чураль-к. Пĕр майрана пăхăп та, йĕрĕп-ярăп. (Сухан). N. † Ларма килнĕ (приехавших гостить) хĕрсене, чупса тухса, чуп-ту-яр.

ярăнтар

понуд. ф. от гл. ярăн. Ч.П. Пурçăн явлăк çыхаймăп, йăрăнтарса çӳреймĕп. Альш. Леш, перекенни (стрелок), ярăнтарать (устремляет) вара киммине ун патнелле: хăмăш ăшне кĕрсе ан кайтăр, тет (охотник к утке). Чебокс. Ярăнтарать, валяет, жарит, катает (метаф.). КС. Ярăнтарать юррине, поет — заливается. Сред. Юм. Ярăнтарарах пȏс, тесе, тăла поснă чȏхне хытăрах пȏс тессине калаççĕ. Сказки и пред. чув. 75. Ярăнтарса, явăнса шăпăр кĕвви ташлатать. [По объяснению некоторых —заставляет плясать плавно и как бы извиваясь; здесь, по тому же объяснению, «явăнса» относится к пляшущим, а не к пузырю (поэтическая вольность?)]. Букв. 1904. Ялта автансем, пĕрин хыçĕнчен тепĕри, ярăнтарса авăтса яраççĕ (поют звонко, заливаются). Беседа. Каччăсем хĕрсене ярăнтарса çӳреççĕ. Парни (женихи) катают девушек. N. Пăшалпа ярăнтараççĕ, стреляют. Сунт. 1929, № 2. Помпăсем ярăнтара пуçланă. Начали швырять бомбами. Альш. Асту-ха, лаши епле ярăнтарса чупать [плавно, быстро (о высокой лошади); Сред. Юм. — и большими шагами]. Сред. Юм., Янш.-Норв. Ярăнтарса утса пырать. Идет плавно (sic!), большими шагами. . Эс кăçта ярăнтаран? Куда (это) ты зашагал? (т. е. куда идешь?). Утă пит лайăх çăлакан çынна: ярăнтарса-çиç пырать, теççĕ. || Сплавлять, сбывать. Кан. 1929, № 77, 4. Вĕсем пуçтарнă тирсенчен пĕр пайне юлташлăха параççĕ, виçĕ пайне матрас вырăссене ярăнтараççĕ.

ясар

(jазар), распутство, блуд; распутный, блудливый (в половом отношении); страстный, похотливый. Йӳç. такăнт. 24. Кăçта сан ачусем, е? Кăçта кайнă вĕсем? Ясара кайни-мĕн? Чăв. к. † Ял (надо ял-ял?) хĕре ясарта, пирĕн ял хĕрĕ вăйăра. Девки другой деревни в разврате, а девушки нашей деревни в хороводе. Шорк. Ясар, говорят про человека слабого в одном известном отношении. N. Ясар каччă, развратный парень. Атмал-к. † Çак(ă) ялăн пасарлăх, пасарлăх мар, ясарлăх, ясар пуçĕ (главные развратницы) хĕрсем пур. N. † Ясар хĕре ял савать, ял савать те, чун савмасть. Развратных девушек любит деревня, но их не принимает (не любит) сердце. Альш. Ясара чупат, развратничает (о мужчинах и женщинах). Алик. † Пĕчĕк ура сыракан тĕпсĕр ясар пулатĕ. Кто обувает маленькие (изящные) лапти, та бывает невозможной развратницей. Шурăм-п. № 6. Ай матка, хам матка! Мĕшĕн ӳсĕр пултăн эс, мĕшĕн ясар пултăн эс? Ай жена, моя жена! Зачем ты стала пьяной, зачем ты стала развратной? Ала 29°. † Пирĕн те атти ясар мар, пирĕн те апи (scr. аппи) ясар мар; эпир камран пулнă-ши? — аптрамала-памала! Кр. Чет. † Ялти хĕр пек ясар мар, килти хĕр пек капăр (scr. капар) мар. Пазух. Чăкăра вăйă вылять-çке, ясар хĕрсем хӳтшăнмасть. Орау. † Ялта ясар пĕтмесĕр, мулча ăшши ан пĕттĕр. Пока не выведутся в деревне распутные девки, пусть остается пар (жар) в бане. Айдар. † Пирĕн (имя жениха) калатчĕ: ясар хĕре курсассăн, курас килмест, тет-чĕ. Синьял. † Яш чух ясар кам пулмасть, Иван пекки кам пулать? — сапур сӳтсе кĕрекен, çилам тытса ...акан. Хора-к. † Тавай пăхас, хĕр пăхас, ора шăхăр (чипер) сырнине, çамка хĕрри кăтрине, тоти хĕрри çӳхине, ялта çокне ясарне, çав та полать перн арăм. Кĕвĕсем. Чăн-чăн ясар хĕр иккен, питне писев сĕрнĕ иккен. Оказывается она (девушка) кокетница, накрасила себе щеки. || О глазах. Ч.П. Йăлтăр-йăлтăр ясар куç. Альш. Вăл калаçнинченех паллă, ясар çын пулмалла вăл, унăн куçĕмех ясар куç, куçĕнчен те палăрать. || Ст. Чек. Ясар, блудодей. || О животных. Ясар — блядливый (качака). || В. Олг. † Çак пӳрт хыççĕн отма çол, отма çол мар, ясар çол, ясар пуçĕ Орина! Могонин. Çапла хĕр мĕлле курвăпа, ясарпа ача тăвать, ачи те вара кӳрвăпа ясара шыраса çӳрет. Ч.П. Пирĕн ялта ясар çук. В. Олг. † Çакă ялăн хĕрĕсем перĕн яла пырашшăн торра така парнă, тет; така шӳрпи пиçиччен ясар косма (блудить) кайнă, тет; ясар чопса киличчен, шӳрпи типсе ларнă, тет.

ят

(jат), имя; название. Менча. Когда у чуваш родится ребенок, то, еще раньше, чем крестить его (шыва кӳртиччен), ему, заодно с бабушками-повитухами (эпи-карчăк), нарекают имя. Если не наречь имени, то это считается нехорошим, так как иначе имя ему наречет чорт (шуйттан). Как только наступит время родить, бабы приводят повитух, и тотчас по рождении дают ребенку имя. Если родится ребенок мужеского пола, то иного нарекают Упа, иного Юманкка, иного Тăхти, а иного Сатай. Все эти имена даются с суеверным соображением. Упа называют затем, чтобы ребенок был здоров как медведь и не болел; Юманкка — чтобы он был крепким и коренастым как дуб и не хворал; Тăхти ― чтобы он был живуч и чтобы племя его множилось и не вымирало; Сатай ― чтобы род его плодился и не исчезал. Что касается девочек, то некоторых из них называют Хĕрпик, других Силпик, иных Эрнук и Тунюк (scr. Тунӳк). Хĕрпик — название не суеверное; родилась девочка, ну и говорят: давай назовем ее Хĕрпик; имя Силпик ― дается с суеверным соображением (ăрăмласа хуни): дескать, Силпик будет жить в почете (сил) и уважении (чис). Эрнук называют тех, которые родятся в пятницу (эрне-кун), а Тунюк (scr. Тунӳк) — родившихся в понедельник (тунти-кун). Ача ят хуни. Тĕне кĕмен чăвашсем, çамрăк ача çуралсассăн, ача ят хума ни пуп патне, ни мулла патне каймаççĕ. Вĕсем (некрещ. чуваши) ача ятне ватă стариксем, ватă карчăксем, эпи-карчăксем, хурăнташсене, ратнисене пухса, хăйсем пĕлнĕ пек, ача мĕн кун çуралнă, çав кун ячĕпе е çав кун ячĕ евĕрлĕ ятпа, пĕр-пĕр святой ятне асăнса тунă праздник тĕлĕнче çуралнă пулсан, ачине те çавăн ячĕпе ят параççĕ. Ывăл ача пулсан, ак çапла хураççĕ: ачи шăмат-кун çуралнă пулсассăн, Шăмак ятлă хураççĕ; вырăсерни кун çуралнă пулсассăн, Вырăстай ятлă, Ванюк (чит. Ванюк) ятлă хураççĕ; тунтикун çуралнă пулсассăн, Тутирек ятлă, Тутиер ятлă, Тăхтаман ятлă хураççĕ. Хĕр ача çуралсассăн, унăн ятне те арçын ачинни пекех хураççĕ. Улăштарсан та, сайра улăштараççĕ. IЬ. Некрещеные чуваши, когда родится ребенок, не ходят, чтобы наречь ему имя, ни к попу, ни к мулле. Чтобы наречь имя ребенку, они созывают старых стариков и старых старух, повитух, родственников и сродников, и нарекают имя ребенку, как умеют сами — или по имени того дня, когда ребенок родился, или именем, подобным имени этого дня; а если он родится около праздника в честь какого-либо святого, то — по имени этого святого. Если родится мальчик, то нарекают так: если ребенок родился в субботу, то Шăмак; если родился в воскресенье (вырăс-эрни кун) — Вырăстай или Ванюк; если родился в понедельник, то Тутирек, Тутиер или Тăхтаман. Если родится девочка, то ее имя нарекают подобно имени мальчика. Если и меняют, то редко. Кроме того имени, они некоторых нарекают по имени родителей, родственников или рода (тата вĕсем хăшин-хăшин ятне ашшĕ-амăш ячĕ, хурăнташ-ăру ячĕ майлă эл йăх ячĕпе хураççĕ). Имена детям своим они нарекают (хураççĕ) тогда, когда вздумают. М. Рус. Ĕлĕкхи чăвашсем ачисĕм пурăнмантан хĕр-ачасене вĕçен-кайăк ячĕпе, ывăл ачасене ураллă кайăк ячĕпе ят хунă. Макка 212. Вăл ача ятне кун ячĕпе шыраса тупаççĕ; кун мĕн ятли пулать, ăна та çавăн майлăрах хураççĕ. Çапла пĕр кун ятне илер-ха: эрне-кун хĕр пулсан, Эрнепи ятлă хураççĕ; ытлари-кун пусан, Утлаш ятлă хураççĕ. Альш. «Имена часто даются в виде соображения относительно зажиточности: если человек с не очень нравящимся чувашам именем живет славно — тихо, зажиточно, смышленно, то это имя дается многим на селе». Т. М. Матв. Ятне хуман ача макăра пулать. (Япалана килĕшмесĕр илсе кайсан, тавар хуçи хаклă ыйтма пултарать, е ĕçе малтан килĕшмесĕр ĕçлесен, ĕçлекенни хаклăрах илесшĕн, ĕçлеттерекенни йӳнрех парасшăн — çак сăмаха çавăн чухне калаççĕ). Якейк. Пĕчĕк ачасам кошаксене, сорăхсене, пăрусене ят параççĕ. Пĕр ятпах хăш чохне сорăха та, пăрăва та кошака та чĕнеççĕ. Кĕтерин, Маркка, Веркка ятлă хораççĕ. Лашапа йăтăсен те хăш чохне пĕр ят полать, напр., Мальччăк ятлă йăтă та пор, лаша та пор. Суждение. Турă, рая пырсассăн, вĕсене ятран каласа чĕннĕ (звал по именам). Псалт. 146,4. Вăл вĕçĕмсĕр нумай çăлтăрсенĕн хисепне те пĕлсе тăрать, вĕсене пурне те ятран пĕлет. Мар. Егип. Зосима çав хăйне нихăçан та курман, нихăçан та пĕлмен арăм ятран чĕннине илтсессĕн, пит тĕлĕннĕ. Е. Ятран чĕне-чĕне кăлар. Альш. Чăвашсем ятран каламаççĕ. Ашшĕ-мĕн ячĕпе чĕнсессĕн, чăваш çиленет. Ашшĕ-амăшĕ ятлă çынна ячĕнчен чĕнмеççĕ: атте ятли, анне ятли теççĕ. Хăй ятлине аташ теççĕ. Пуринчен ытла кăна хĕр-арăмсем çапла тăваççĕ. Псалт. 108,21. Эй турăçăм, турăçăм, эсĕ маншăн хăвăн ятна тивĕçлине ту. Якейк. Аланмасăр порнатпăр, ватă ятне илтетпĕр (нас обзывают стариками). Посл. 179,11. Вăл сире хăвăра чĕнсе илнĕ ята тивĕçлĕ çынсем тутăр. Шурăм-п. № 21. Хăй ĕçсе пурăнать пулсан та, чăваш ятне унăн пек пăсмалла мар. Сала 50°. † Кĕмĕл çĕрĕ, ахах куç, — унăн ятне кам пĕлмест? Что сокращ. жизнь. Рай пурăнăçĕ-çех пурăнăç ятне илтме тивĕçлĕ. Макка 110. † Чунăмăр тӳрă аллинче, ятăмăр патша умĕнче, пĕвĕмĕр ырă çын умĕнче, шухăшăмăр атте-анне умĕнче. Сир. 41. Ухмах темесĕр мĕн ят парас ăна? Альш. Хальхи чăвашсем пайтахăшне мĕне кĕлтунине те пĕлмеççĕ, тет, ятне-кăна, пĕр пĕлмесĕр, калаççĕ тет. Собр. 339. † Пĕвĕр илемлĕ, сăнăр хитре, кам хунă-ши сирĕн ятă-ра? || Очередь по отбыванию воинской повинности. Б. Олг. Каþан, пичин салтак ячĕ тохсан (был объявлен рекрутом), пичин ик хĕр-ача пор-ччĕ. См. ят пар. || Назначение. Юрк. Укçа пулсан, пуштăпа яр. Анчах укçăна хам ятпа ан яр. Будут деньги, пошли почтой. Только не посылай на мое имя. N. Пĕр письмо (= çыру) янă-ччĕ сан ятпа. Одно письмо на твое имя было послано. || В выражении ячĕпе «от имени»... Хыпар № 9, 1906. Вĕсем кĕпĕрне ячĕпе суйласа яма 50 çын хушшинчен 8-9 çын-кăна суйласа ямалла. IЬ. № 8. Пирĕн те пĕтĕм чăваш халăхĕ ячĕпе пуху тума пулмĕ-ши? тетĕп эпĕ. || Цель. Хыпар № 46, 1906. Закона уççа парас ячĕпе Сенат çĕнĕ закон кăларчĕ. || Доброе имя, честь. Ч.П. Леш кассенĕн хĕрĕсем ашшĕ ятне ямалăх. Альш. † Атте-анне ятне лайăх тытсан, пире лайăх çынсем чис парĕç. Собр. 173°. † Атте-анне ячĕпе патшасем чĕнеççĕ хăнана. Янш.-Норв. † Аттем-аннем ячĕпе ырă çынсем чĕнеççĕ хăнана. С. Алг. † Ман туй килет шавласа, атте-анне ячĕпе. || Хорошая или плохая слава, молва. Ст. Чек. Ячĕ пысăк ĕнтĕ. Он уже прославился (в хорошем смысле). Альш. † Маттур-маттур хĕрсене ячĕпелен шыраççĕ. Якейк. † Çварни çони шуç котлă; шуçĕ йолать йор çине, ят сарăлать ял çине (слава идет по деревне). N. Ырă ят илт, выслушать (себе) похвалу, добрую славу. К.-Кушки. Пуян ячĕ çĕклесе, виçĕ пуспа ан виртле. Славясь богачем, не дразни тремя копейками. Ч.П. Ятăра пăсĕ. Ала 103°. † Ĕçес-çияс хуçаран, ыр ят тăвас хăнаран. Альш. Пурăнать вара салтак арăмĕ хуняшшĕ-хунямăшĕ аллинче; вĕсем ырă пулсан, ырă ят илтсе, вĕсем усал пулсан, усал ят илтсе. N. Халăха тытса тăракан каланă сăмахĕсем тăрăх ăслă çын ячĕ илет. N. Хаяр ята кӳрт. Сделать предметом осуждения. Бижб. † Чаплă хĕрĕн чап каят, начар хĕрĕн ят каят, тет. Юрк. † Çичĕ çул ямшăк çӳрерĕм, ямшăк ятне кăлараймарăм, çичĕ пушă аври хуçмарăм. Макка 36. Çак хамăр кас ачисем ят кăларма хăтланчĕç (хотели распустить дурную славу). IЬ. 173°. † Çинçе пӳме ӳстертĕм ятма ял çине ямарăм. IЬ. † 107°. Ялсем çинче ан мухтанăр, ятăр юлĕ ял çине. Лашман. † Çăпатана пăрахса, атă тăхăнтăм, пуснă йĕрсенчен вут тухтăр. Вучĕсем пĕр тухчăр, чулĕсем путчăр, матур йĕкĕт çинчен ят тухтăр. Сир. Ху çинчен элекçĕ ячĕ ан кăлар. Не приобретай славы клеветника. . Ик чĕлхелĕ çын çинчен яланах усал ят каять. || Брань, выговор. N. Хаяр ята кĕр. Подвергаться дерзкой брани. N. † Çамрăк пуççе чармасан, ваттисене ят тивет. Пус. Сĕм вăрманта вăрăм йывăç, çил тимесĕр пĕр кун лармĕ. (Салтака ят тивни). Сала 196°. Сулахай хулха янрасан, ят илтет. N. Лашисене хупмаççĕ, вăррисене хаяр ят; хĕрĕсене чармаççĕ — каччисене хаяр ят. Сятра. † Ах, пире ват ятлать! Ват çын ятне пăхсассăн, эпĕ пасара та тохас çок. Юрк. † Пĕр хĕр ясар пулсассăн, пур хĕр çине ят килет. Ала 89. Ача-пăча ятран-патакран пит хăрать. Дети очень боятся брани и побоев. Якейк. Мана порнма пит йăвăр: кашнă конах ят илтеп (слышу брань). Орау. Капла туса ят илтиччен, эпĕ луччă тепĕр çĕрте сăмахсăр пĕр пуссăр хырăма тăранмалла ĕçлем. Ч.П. Çавна тытса чуп-тусан, çамрăксене ят тивет (побранят). || Молва. БАБ. Ял çине ят карĕ, халăх çине хахать карĕ (из «такмак»; слух, молва). || Звание. Панклеи. Кăна илес мар, мĕн пуçлăх ятне илтес! Если этого не взять, то зачем и начальником называться! (Слова солдата. Сказка № 16.). Сир. 68. Тепĕр тус пур, тус ятне-кăна илсе тăрать. || Сословие. Хыпар № 13, 1906. Смоленск уясĕнче 32 çынтан — 18 дворян, 5 çын урăх ятран, 9 çын хура халăхран. || Для проформы. Ст. Чек. Çумăр ятне-кăна çăват. Только слава, что дождик (т. е. еле-еле накрапывает и т. п.). Хыпар № 42, 1906. Улпутсем вăл ĕçе панă укçана кĕсьене чикеççĕ. Ĕçĕн ятне анчах тăваççĕ. Календ. 1904. Хыт сухана пит кăйран тухаççĕ, иккĕмĕш хутне çавăнтах тăваççĕ, тата иккĕмĕш хутне ятне-кăна (анчах) тăваççĕ. Орау. Мур çĕвĕçи (этот чорт портной, этот негодный портной) сăхмана пăсса хăварчĕ. Майтансем (майданские) вăсем путлĕ çĕлеççĕ-и? ятне анчах туса çӳреççĕ вĕт! СТИК. Ятран-кăна тукаласа тунă. Сделано кое-как. . Ятран-кăна (ахальрен-кăна) шаккакаласа хунă. Кое-как сколочено. Иваново. Ачасĕм, эсир кунта вĕренсе тухрăр... Ячĕ-çеç ан пултăр; мĕн вĕреннине ан манăр, киле ан юлăр, епле-те-пуса ытти çĕре кайма тăрăшăр. Сред. Юм. Аптратнă мана текех: туса пар, тесе; ячĕ пȏлтăр, тесе, туса патăм. || Нарочитая цель, назначение. Иногда имеет оттенок послелога. Панклеи. Йăван хĕпĕртесе: килях, пичи, килях! тет. Ăсса тох-ха, арăм, пичи ячĕпе, тет.Макка 212. Леш укçине ачин ячĕпе каласа хураççĕ. Те деньги кладут в честь новорожденного. Аку 121°. Турăпа патша ячĕшĕн (ради или во славу). Шурăм-п. № 14. Мана та праçник ячĕпе (для праздника) ĕçтересшĕн. || Надельная душа. Ст. Ганьк. † Ял ялĕнче хĕр нумай, хĕр нумай та, ят сахал. Хамăр ялта хĕр сахал, пĕрне те мана памаççĕ. . † Хĕр сахал та, ят нумай, хăçан ӳссе çитĕç-ши? Изамб. Т. Ятран куланай пухаççĕ (по душам). О сохр. здор. 57. Пĕр ик-виç вĕлле пулсан, вĕсем (пчелы) пĕр ятăн çулталăк куланайне татмалăх ĕçлесе параççĕ. Макка 235°. Ялпа пĕрле çынсанчен ят тăрăх укçа илеççĕ те, çав укçапа вара пĕр тиха или лаша илеççĕ. Альш. Тырă пулманнипе, ят сахаллипе юхха ере пуçланă вăл (он). Бес. о земл. Кашни пусса анана уйăрса, ятăн (по душам) валеçе пуçланă. N. Ятран (с души) куланай тӳлесси. Нюш-к. Ятпа уйăр, ятпа уйăрнă. Истор. Куланая ун чух çын тăрăх (ятран) тӳлемен, çĕр хисепĕпе тӳленĕ. Н. Шинкус. Вăл ӳчӳкне пирĕн ялсем пĕр вăкăр, пĕр тына, виçĕ сурăх параççĕ. Ӳчӳк çывăхара пуçласан, çав выльăх-чĕрлĕхсене илмешкĕн, тата кĕрпеçăнăх илмешкĕн, ят тăрăх мĕн чулшар-та-пусан укçа пухаççĕ. (Аслă ӳчӳк). Истор. Вăл, вырăс çĕрне хăйĕн çыннисене ярса, тепĕр хут ят хисеплеттернĕ. || Надел (земли) на душу или на едока. Цив. Манăн ят çĕрне те аттесем ĕçлесе порăнаççĕ. Мой надел земли обрабатывают мои домашние. Орау. Эсĕ мĕлле (или: мĕн) тăвашшăн: ятна парас-и, ай анан памалла-и? — çавна шут тума киле кил. Как ты хочешь сделать: сдать ли твой душевой надел с условием, чтобы исполнялись все повинности (арендатором), или сдавать в аренду позагонно (на год)? Приезжай решить этот вопрос. N. Çак вырсарни-кун ятне парассине нимĕн те калаçмарĕç. В минувшее воскресенье относительно сдачи земли в аренду ничего не говорили. N. Эсĕ пĕр ятпала та пит пуян. Ты и с одним душевым наделом живешь богато. Юрк. Ана-çарансене ят çинчисене-кăна мар, тара та иле пуçлат. Не довольствуется надельными полевыми угодьями и лугами, а начинает и арендовать. . Миките Микулайĕ, ачисем ята кĕриччен (пока дети не получили надела), çапла пит тертленсе пурăнат. . Миките Микулайне йышлă çемьепе, пĕр ят çинчи ани-çаранĕсемпе-кăна (с одним душевым наделом) тăранса пурăнма пит йывăр пулнă. Шурăм-п. № 18. Виçĕм-çул, халăх çĕр уйăрнă чухне, ята кĕресшĕн хыпаланчĕç (спешили получить надел земли). Изамб. Т. Старик ячĕ тухсан, тепле пурăнăпăр вара. Если надел моего умершего мужа отберут в общество, то как мы будем жить? Альш. Пур унта хăшĕ-хăшĕ, унтан-кунтан ят пуçтарнисем: çирĕмшер-вăтăршар ятлă. . Утă Чăнлă улăхĕнче ят пайне пĕр виç купа тивет, теççĕ, Элшелсен, утă пулнă çулсенче. «Ят пайĕ утă» тиекенни, унти утă, чăн лайăх утă вăл. Ч.С. Ятлă çынсем кашни килĕрен ят тăрăх çăмартапа çăкăр пуçтарса çӳреççĕ. (Во время «хĕр-аки»). Чув. календ. 1910. Пирĕн хура халăх йышлăланнă-çемĕн йышлăланса пырать, çавăнпа ят çĕрĕ сахалланнă-çемĕн сахалланса пырать. || Подушное. Изванк. Темиçе ят пама пар. Увеличь число мужчин в семье. (Из моленья).

яхăн

(jаhы̆н), близко, около (тат.). Употребл. и в склонении. У. Эсĕ ăна ху яхăнна ан çывхарт. Ты его не подпускай близко к себе. Ч.С. Эпĕ çамрăк чух чăнахах, вĕсем вĕрентнĕ тăрăх, киремет яхĕнне (= яхăнне) пыма та пит хăраттăм. Ходар. Сысна таврашне (свиней) унта яхăна та ямаççĕ (и близко не подпускают). Ст. Чек. Яхăнне те ямаст = çывăха та ямасть. Сред. Юм. Тытнă аллине çĕçĕ те: яхăна ан килĕр, тесе, сȏлласа-çиç тăрать ȏ çĕçĕпе; кăçта çын пытăр ȏн патне! БАБ. Яхăнĕнче (около киремети) выльăх тавраш хĕнесен, выльăх та вилеччĕ, тет. N. Пумилкке туса ирттеричченех вилнĕ çын, масарта вырăнаçмасăр, хăй пурăннă çурт яхĕнче (вм. яхăнĕнче) пурăнат. Хăр. Паль. 42. Хăшĕсем вершука яхăнарах. Некоторые приблизительно до одного вершка. Янш.-Норв. Ăна чӳклеме (для моления ему) вăл пуçтарнă укçапала пĕр виç кĕрепенке яхăн (около трех фунтов; у друг. виçĕ кĕрепенккене яхăн) пасар кулаçĕ илет. N. Пĕр виçĕ пин çынна яхăн. Приблизительно около трех тысяч человек. Н. Шинкус. Хай чикан кĕлетре çур сыснана яхăн какай çаканса тăнине курах карĕ. Б. Яныши. Пиртен пĕр çухрăма яхăнра пĕчик вăрман пур. N. Укçа икĕ çĕр тенке яхăн ытлашши пулнă. Денег оказалось почти на 200 рублей больше. Ст. Яха-к. Пирĕн хĕлле кĕрекен чиркӳве пилĕк çĕр çын (у др. çынна) яхăн кĕрет. || Употребл. и в временном значении. Макка 65. Пирĕн ял пуçланни çĕр аллă çула яхăнах ĕнтĕ. М. Сунчел. Вара çапла эрнене яхăн ĕçеççĕ (около недели). Юрк. Ăна ху та пĕлетĕнтĕр (вероятно, знаешь), вăл унта пĕр-ик çула яхăн пурăннă çын. Перев. Эпĕ пĕр вунă çулта яхăп-чĕ. Мне было около десяти лет. Шурăм-п. № 4. Ире яхăн (близко к утру) çил тухать. РЖС. 2. Пĕр çур сехете яхăнтан каллах хĕвел пăха пуçланă, çанталăк ĕлĕкхи пекех тӳрленнĕ. || В чувашизмах. Истор. Киеври халăх Владимиртен пуçне урăх никама та яхăна та яман (о других претендентах и слышать не хотел). О сохр. здор. Шыв ĕçнĕ чух карланкине шăнăр туртакан пулать, кайран вара шыв ĕçме яхăна та ямасть (о бешеном). СТИК. Ун яхăнне те пырас килмес. Не хочется и близко к нему подойти. . Çавă сана укçа пачи? ― Яхăнта та çук (и не думает). Сред. Юм. Эп: иксĕмĕр каяр-ха терĕм ȏна та, ȏ яхăн та каяс çõк вит. . Мана тыр виçнĕ çĕре яхăна та ямарĕ, хăй-çиç виçрĕ. СПВВ. Х. Манăн яхăн та тăрас килмест — нисколько. Сред. Юм. Яхăн та ан кала. Ни за что не говори. Ядр.Эпĕ çулла нумай çывăрма вĕреннĕскер, манăн ыйхаран яхăн та тăрас килмеçт, анчах ирĕксĕр тăрас пулать. Хĕвел, № 1. Пирĕн чăваш, вĕренсе, пысăк çынна тухсассăн, мăн-кăмăлланса каять. Чăвашсем çине яхăнта та пăхасшăн мар. Орау. Яхăнне те итлемеçт. «Не слушает ни за что». Макка 123°. Вăл хушнине тумашкăн яхăнне те итлемен (и не думал слушаться). || СТИК. Пухаççĕ, пухаççĕ, тет (ягоды), хĕрĕсен (у девушек) пуракĕсем тулма яхăнта та çук (далеко до краев), ывăл ачин пуракĕ тӳпеми тулса кайнă. || Недавнее, близкое время. Ч.С. Ĕлĕк ут та кустараччĕç (во время «сĕрен»), тет те, ку яхăнта пăрахăç тунă. Альш. Халĕ тата, çак яхăнсенче, тырă пулманнипе, ят сахаллипе юхха ере пуçланă вăл (он стал беднеть). См. яхăнта, яхăнччен.

яхăналла

в направлении к (такому-то) времени. Н. Шинкус. Чăнахах (действительно) ку какай (мясо) çак яхăналла (в настоящее время) темĕскер (что-то) тутсăрланчĕ (стало безвкусным). П.П.Т. Хĕвел анас яхналлă (около заката солнца) пĕчĕккисем çерçи пек хыпалана (торопиться) пуçлаççĕ; вĕсем: çĕрле, тĕттĕм пулаччен, чикке кайса килес-чĕ, теççĕ. (Сĕрен).

евчĕ

сватун(-ья); сводник(-ца). СПВВ. ЕХ. Евчĕ — хĕр çураçнă чухне хăтана çӳрекенни. Юрк. Евчи (арлă-арăмлă) туй тапранас уммĕн икĕ хăта хушшинче туй пирки калаçаканни, хĕре çураçаканни, чăпăрккă пăрахаканни. Янш.-Норв. Çураçиччен хĕр ашшĕпе авланас ашшин хушшинче сăмах çӳретекени евчĕ пулать. Евчи вăл е хĕр ашшĕсен пĕлĕшĕ пулать, е упăшки пулассин пĕлĕшĕ пулать. Упăшки пулассин ашшĕ енчĕ патнĕ каять те, хĕр ашшĕ патне: хĕрне хулăм мĕн чухлĕ ыйтать? тупра мĕн мĕн парать? тесе, ыйтма ярать. Ст. Чек. Упа лартат евче çăккăр-тăвар. Медведь угощает сватунью. Изамб. Т. Евчĕ всегда бывает из той же деревни, откуда невеста. N. Ывăл ачи ӳссе çитсессĕн, ашшĕ-амăшĕ хĕр шыра пуçлаççĕ. Хăтана тӳрех хăйсем çуремеççĕ, вĕсем пит вăтанакан çынсем, шыраççĕ вĕсем çын урлă, вăл çынна евчĕ теççĕ; евче... е арăмĕ, е упăшки уйрăм пулмаççĕ, икĕшĕ пĕрле пулаççĕ. Евчĕ малтан хĕр ашшĕ-амăшĕпе калаçаççĕ, ыйтаççĕ панине-паманнине. || СПВВ. «Евчĕ — посредник. IЬ. † Тусана тăвас пулсан, лайăхне ту, ялти туса евчĕ кирлĕ мар». Стюх. † Тăватсăн, ту тусна ялтине: ялти туса евчĕ (посредник) кирлĕ мар. || Латыш. Нишлеме иккĕн кирлĕ: пĕри карчăкки, тепĕри евчи.

екки яр

екке яр, прилаживаться; настраивать, «гладить по шерсти». Юрк. Тӳрлетсе куçарса çырма вăхăт çук, çитменнине тата екки яман вăхăчĕ (не в настроении), пĕрте ĕçлес килмес. СПВВ. ФИ. Пĕр-пĕр карчăк ялан ак вăрççа çӳрет-çӳрет те, сасартăках кăмăлĕ уçăлать те, ытла аван калаçать: екки ячĕ карчăкăн, теççĕ. Карм. Екки яман вăхăчĕ = ĕçлес килмен вăхăт. Ст. Чек. Екки яман, тет-ха, çавăнпа тăмас, тет. IЬ. Ăна ăйхинчен тăма екки яман, тет-ха. СТИК. Тяпанăн (табаны̆н) екки янă. Степан перестал сердиться, стал даже заискивать. IЬ. Халь тем, екки ячĕ-ха (настроился), атту пăявна сĕтĕрсен те, пырас çук (о человеке, который вдруг почувствовал расположение к работе). СПВВ. Х. Екки янă. Альш. Екки ярсан, Екким пек. (Насмешка над именем Екким). М. В. Шевле. Екки ярсан, Екким пек. Когда у него хорошее настроение, то он бывает приветлив, добр и т. п. Ст. Чек. Екки янă чух вăрçмас. Когда он в хорошем настроении, то не ругается. Изамб. Т. Пирĕн анне те, екки ярсан (когда в хорошем настроении), пит аван: сĕт те парат, çу та парат, хăйма та парат. Хурамал. Екки янă чухне-кăна ĕçлеççĕ вĕсем (только когда захочется). КС. Екки ячĕ. У него появилось расположение.

ен

(jэн'), сторона (склоняется только с афф. 3-го л.). N. Унăн икĕ енĕпе вăрман. По двум сторонам его лес. Т. М. Матв. Пĕр енче хир, тепĕр енче вăрман. (Кĕрĕк). Регули 1148. Хола енчен килчĕ. Прибыл со стороны города. Чхĕйп. Шырланăн (промоина) ял енчи хĕрне (край). Регули 1150. Ман ен(н)е пăх, конталла. Смотри в мою сторону. М. Васильев. А, вăл енне кайсассăн, ан ти! ая кĕрес çук. Собр. 429°. † Ай мулла, Ярмулла! Ярмулларан сăра илтĕм, пĕр енĕн чусĕ çук. (Искаженная п.). Бюрг. † Эпирех те каяс çулсем çинче икĕ енĕпеленех канавлă. По обеим сторонам дороги, по которой мы должны ехать, канавы. Орау. Енне-енне виçшерĕн тăраççĕ. Становятся по трое на каждую сторону. Юрк. † Енне-енне вуникĕ кусуй чӳрече кастарчĕ. По обеим сторонам вырубил по 12 окон. Сред. Юм. Енчен-енне тайкаланса пырать. Качается из стороны в сторону. || Бок. N. Эп сулахай енне выртсан, çывăримастăп. Мне нельзя (я не могу) спать на левом боку. Шибач. Пирĕн кин, тет, ача турĕ, тет; пĕр енĕ хĕвел, тет, пĕр енĕ ойăх, тет. Хыпар № 8, 1906. Енчи хĕррисене (аяккисене) шывлă тăмпа сĕрсе якатас пулать. Края боков нужно сгладить, обмазав мокрой глиной. || Календ. 1907. Икĕ енни тавлашнă чух, председатель вĕсене килĕшме ӳкĕтлет. При споре двух сторон председатель старается примирить их. Ст. Чек. Пуçма-пуç улăшрăмăр, пĕр енчен те сĕтев паман. Поменялись без всякой придачи (баш-на-баш), ни одна из сторон не дала придачи. || Сторона села; страна N. † Ула кĕсрен тыйхине хăях утă та йорĕ-чĕ; çакă ен хĕрсене мăк сухал та йорĕ-ччĕ. N. Пирĕн еннереххисем. Те из них, которые находятся (живут) ближе к нам, в нашей стороне. Регули 1151. Хăйсем ен(н)е каяççĕ. Отправляются в свой край. Альш. Çĕрпӳ енчисем эпир. Мы со стороны Цивильска (наша родина около Цивильска). О сохр. здор. Хале ĕнтĕ эпир хамăр пурăнакан енчи çимелли япаласем мĕнлине, хăшĕ кирлине пурне те пĕлтĕмĕр. || Отношение, Hinsicht. Ст. Чек. Вăл енчен калама çук. В этом отношении и говорить нечего. Хыпар № 33, 1906. Вĕренес енчен те тĕлĕнмелле вĕренеймеççĕ. В отношении учения они тоже не очень-то успевают. Беседа чув. 7. Христос тĕнĕ енĕпе тутарсем ун чĕрине пит ыраттарса пурăннă. Чет. пути. Халĕ ĕнтĕ Америкари çынсем епле пуян, пур енчен те (во всех отношениях) малтан пыраççĕ. Истор. церк. Ĕненекенсен хушшинче пĕр енчен те йĕрке пулман. || В значении послелога. Чума. Çавăнтан кайран вара çын е вилес енелле каять, е сывала пуçлать. Хыпар № 31-2, 1906. Вăл татах пăлхану енне шухăшлĕ. Псалт. 48,5. Юмахпа каланă енне хăлхама чикĕп, вăл юмаха псалтир каласа ăнлантарăп. Сборн. мол. Вăл ман енне хăлхине чикрĕ, ĕнтĕ хам кун-çулăмра ăна чĕнĕп. Регули 1149. Хĕвел ен(н)е çавăрăнчĕ. Обернулся (лицом) к солнцу. Сред. Юм. Кĕр енне кайсан (к осени) çанталăк сивĕтет вара. Синерь. Ир енне. К утру. Макка 110. Пирĕнтен хĕвел-тухĕçĕпе çур-çĕр енче. От нас на северо-восток. IЬ. 72°. Ялăн çур-çĕр енче. К северу от деревни. Альш. Качча кайсан, ачу-пăчупалан вăл еннелле пăхма вăхăт çук вара унта (когда пойдут дети некогда будет этим заниматься). IЬ. Турă енне те ытларах (больше) шухăшлаççĕ. IЬ. Чăп ĕç çыннисем чăвашăн авланса, качча кайнисенчен пуçласа ватталла çывăхарнисем таранччен. Вĕсем лешсем пек ял сутне кĕмеççĕ, лешсем пек юмăçĕ-вĕрӳçĕ енчех лармаççĕ. || В чувашизмах. Юрк. Нимĕн тума пĕлмесен (тăва пĕлмен енне) ăна та кăна та шухăшласа пăхаççĕ, чăвашсем вилменнине кура вăсенĕн тĕнне кĕрсе чăваша тухма та шухăшлаççĕ. П.П.Т. Вăсем аптранă енне (не зная, что делать) ак епле тунă... Сир. 113. Чун тарăхнă енне ӳпкелешем пĕреххут. Буду жаловаться в горести души моей. Ч.С. Эпĕ вара ним тăвайман енне (не зная, что делать), хупаха кайса лартăм. Баран. 28. Çи-халĕ ăна, çавăнтах шăлă шанса кайĕ, тесе пырать, тет, нимĕн тăвайман енне. Ч.С. Вăл унта, нимĕн тăвайман енне, вут çуннă тĕле сăхманĕпе витнĕ. Альш. Микулĕ каланă: çапла çав, вăл пуяс енне чукун та юр çинчех пĕçерет тенĕ. N. Аптăранă енне ним калама пĕлмесĕр суеçтертĕм. Хыпар № 37, 1906. Хресченсем хăш тĕлте, аптăранă еннипе: куланай параймастпăр, тесе, приговорсем çыра пуçларĕç. || Страница. КС. Икĕ енне те вуласа тухрăм. См. пит.

епле

(пл'э), как, каков, какой. N. Этем епли ачи-пăчи çинче палăрать. На детях видно, каков человек (о человеке можно судить по его детям). Сл. Кузьм. 75. Ху кам иккенне пĕлтерес тесен, юлташусем камне кала, вара эпĕ эсĕ еплине пĕлеп (я узнаю, каков ты). Беседа чув. 4. Епле хĕнетпĕр-ха? — Ăçта? Вара пушăсăр çула тухас тетĕн-и-мĕн? Альш. Ĕç, ĕç! Епле вăл, ĕçмесен? Апла эсĕ пире хăнана чĕнместĕн. Пей, пей! Как это не пить? Этак ты нас и в гости не позовешь. Етрух. Вăл: акă епле тасататăп, тет, пур чир-чĕре кил-ăш-чиккинчен хăваласа кăларатăп çакă килтен! Макка 139°. Юрăсене пусма пулнă-чĕ, вĕсене пусĕç-ши? епле пек? Песни обещали напечатать. Как тебе кажется, напечатают ли их? Орау. Çакăнтан ӳксен, вилмелле-и? (или: кунтан ӳксен, вилĕн-ши? — Епле ӳкен вĕт! А что, если прыгнешь отсюда, то умрешь? — А ведь это зависит от того, как упадешь. Юрк. Эсир епле ятлă çынсем пулатăр? Вы что за народ, что за племя? IЬ. Эсĕ епле кĕл-тунине эпĕ пĕртте курман, — епле кĕл-тăватăн? тесе ыйтат. IЬ. Санран ыйтатăп эпĕ: эсĕ хăна ху епле, айăплă тетне е çук-и? IЬ. Хăшĕ епле суеçтерме пĕлет, çав çапла суеçтере пуçлат. Никит. Ав, Петĕр киремете çырлахтарманшĕнех вилчĕ вĕт. Епле çырлахтармастăн ăна, епле çураçмастăн унпала? тенĕ. Ст. Чек. Епле илем (как мне купить) çакăн пек карттус? Ст. Шаймурз. Кӳлсе тухрăм çӳрен утăра, çул еплине пĕлмешкĕн. Хыпар № 27, 1906. Епле апла (как это так), мĕнле хаçетшăн (= хаçатшăн) тĕрмене хупаççĕ? тетĕп эпĕ. Юрк. Пире, чăвашă, юрат-çке, тетĕн, вăл епле апла юрат пулĕ? (как это допустимо?). Альш. Вĕсем кайиччен, ял еплерех (какова примерно) иккенне пĕлсе юласшăн эпĕ. || Какой бы ни...; как бы ни... О сохр. здор. Епле çыннăн тă (какому угодно человеку) хăйĕн тумтирне шаккама ĕçленĕ хушăрах кăшт та пулин вăхăт пулать. Альш. † Шурă Атăл хĕрри шурă хăйăр; еплеех те шурă пулсан та, юр пулмĕ. || В вопросах соотв. русск. а что, ну что. Юрк. Кăсен сăмаварĕ тахçантанпа тасатман: пăхма ирсĕр, тикĕт чӳлмекĕ пек хуп-хура. Хуп-хура пулнине курсан, хăни: эсир епле, куллен чей ĕçетре? тесе ыйтат. IЬ. Епле, И. И. сана киле ячĕ-и? IЬ. Пайтахчен уткаласа çӳресен тата: епле, аван-и? Вуласа пăххалĕ, итлем, тет.

ертсе кĕр

ввести вместе с собою. К.-Кушки. Вĕсем ăна хупаха ертсе кĕнĕ.

етес

(дэс), дужка. См. йĕтес. Сред. Юм. Чăххăн малти сейник (= сенĕк) пик уйăрлакан кăкăр шăммине етес тесе калаççĕ. IЬ. Алтанăн, чăххăн кăкăрĕнче сейник (= сенĕк) пик уйăрлса тăракан шăмă пор, çавна вара иккĕн ик юппинчен тытаççĕ те, хуçаççĕ; он какайне пăртаккăн-пăртаккăн уйăрса пор пӳртри çынсĕне те валеçсе тохаççĕ; кайран вара, эрехле уйăрнă полсан, шăпа тытаççĕ те, кăш чохне эреххине çавăнтах ĕçтереççĕ, хăш чохне тепĕр чохне хăй патне чĕнсе ĕçтереççĕ; аланман ачапа хĕр уйрать полсан, кĕпесĕм тĕрлесе памалла, тотăр илсе памалла уйраççĕ. Г. Т. Тимоф. Етес ĕçеç. Пирĕн чăвашăн, чăхă пуссан, етес уйăраççĕ пĕр-пĕринпе, ашне çинĕ чух. Уйăрнă çĕрте калаçаççĕ (условливаются) «улталамалла» та «улталамалла мар». Улталамалла калаçсан, кам улталаканнийĕн япала парасси каçать; кама улталанă, çав-кăна парать вара, кампа уйăрнă çавă. Улталамалла мар калаçсан, икĕ енчен те пĕрне-пĕри япала параççĕ. Калаçаççĕ унта пĕри кĕпе парса тепĕри пушмак илсе памалла та, е пĕри кĕпе тепĕри пысăк явлăк илсе памалла та, е тата урăх мĕнне те пулсан тумалла та, е тата икĕ енчен те пĕрер сăраковушкăшар эрех илсе ĕçтермелле те, ытларах та калаçаç: темĕскер, шăнкăрав çакса, лашапа пырса, илсе каймалла та. Тупаççĕ унта калаçакансем епле пулсан тума: сĕтел айне кĕрсе ларса, юрламалла, кĕпе киллипе туртмалла, пĕр-пĕрин патне ларма çӳремелле. Çавна калаççĕ вара пирĕн чăвашăн: «етес тус» теççĕ; «етес туспа ĕçмелле», теççĕ. Етесне уйăрнă чухне, етес çумĕнче ашĕ пулать унта; çав ашне — уйăрнă çĕрте кам пур — çавсене параççĕ пĕчĕкçĕн-пĕчĕкçĕн, валеçе-валеçе. Вĕсене вара етес тӳленĕ çĕре чĕнеççĕ ĕçкине ĕçме. Çав Пукравра-мĕнте ĕçеççĕ унăн ĕçкине. Етес çамрăксем уйăраççĕ ăна, ватăраххисем те сайрахутра уйăркалаççĕ те, анчах вĕсем сахал уйăраççĕ. Çамрăксен илемлĕ вăл етес уйăрни — чăнлани. Чĕнеççĕ хай етес тусне, етес юлташĕсене. Тытăнаççе ĕçме. Хăнасене ăсатсан, тытăнаççĕ вăл тавраша. Ĕçкĕ пулать вара вăл питех те аван: етесе хытă ĕçеççĕ ăна. Пуçтарăнать унта çамрăк-кăна: пыраççĕ уйăрнă çĕрте пулманнисем те, вĕсем те илсе каяççĕ вара пĕр-пĕрин патне. Хай тытăнаççĕ юрлама, тытăнаççĕ ташлама, купăсĕ те пулсассăн. — «Етес ĕçес» теççĕ вара çавна. Унта ватă таврашĕ пулмас та çамрăксем ĕçнĕ çĕрте: хăйсене ирĕк вара вĕсене. Çӳреççĕ çапла кунĕпе пĕр-пĕрин патĕнчен тепĕрин патне кĕре-кĕре. Ӳсĕрĕлеççĕ те вара хĕрсем, пичĕ-куçĕсем хĕп-хĕрлĕ хĕретне пек пулса каяççĕ. Тытăнаççĕ вара кулма, шӳт тума. Пĕр шӳтле вăл хĕри-пăраç ĕçки. Хăйсем ӳсĕрĕнчен хăйсем кулаççĕ вара вĕсем ун пек чухне. Вăл етес ĕçнĕ çĕре пыллă сăра таврашĕ те, тутлă сăрасем тăваççĕ вĕсем кăкшăмсемпе. Этемме çавă ӳсĕртет. Етес ватăраххисем те уйăраççĕ пĕр-пĕринпе. Вĕсем «эрех ĕçмелле» — мĕнле калаçаççĕ: пулуштухшар-и, штухшар-и. Пĕр-пĕрне вара лашапа тиесе çӳресе ĕçтереç. Унта пулать вĕсен те вăййи, кулли. Тупса килеççĕ купăççине те, калама çук «аван» ĕçеççĕ. Илметума кайнă çĕрте, тăрантас çинче, ялан та минтер таврашĕ вара хăйсен. Етес туртмасан, нимĕн те пулмас, туртсан — вилсен, етес шăммине уйăраççĕ тет». Çапла калаççĕ чăвашсем, етес уйăрасси çинчен. Уйăрсан вара, епле те пулсан чăнласшăн тăрăшать. Уйăрать те, чăнлать. Чăнланă çĕрте тата тепĕрисем уйăракансем пулаç. Вĕсем вара тата кăсене «етес ĕçкине чĕнеç. Тупăнса пырать вара çапла етес ĕçӳ».

йывăр

(jывы̆р ), тяжело; тяжелый. См. йăвăр. О земледел. Кирлĕ мар çĕре йывăр сӳрене яма юрамасть. Пользоваться тяжелой бороной без нужды нельзя. Альш. † Манран юлнă арăма, ĕçе йывăр ан хушăр. (Когда я уйду в солдаты, не заставляйте мою жену делать тяжелую работу. Изамб. Т. Йывăр тăпрăр (ваша земля) çăмăл пултăр! (Обращ. к умершим, на поминках). Тяжесть; тягость. Хыпар № 43, 1906. Вĕсем урам тăрăх аллă-утмăл утăма утма та пит йывăра хураççĕ (считают за труд). Ib. № 11. Çулта-лăкра ĕçнине шута (хисепе) хурсан, лăнках (порядочно) пухăнать; çук çынсене, чухăнсене йывăра килет (приходится тяжело). Сред. Юм. Пит йывăр çĕклесен, çынна йывăр лекет (он надрывается). Толст. 4. Эпир ахалех ытлашши йывăра сĕтĕрсе çӳретпĕр. || Трудный. Самар. Кучченеç хутаççине пит йывăр тĕвĕ çыхаççĕ, ăна хĕрĕн инкĕшĕнчен салттараççĕ. Ст. Чек. Йывăр çавăрса каланине ăнласа илет. Понимает трудные выражения ( мысли). || Груз. Альш. Халиччен йăтайман арчасене, йывăрсене урапа çине тиени сисĕнмерĕ. Н. Шинкусы. Çавăн пек мала тухакан (быстрых, обго-няющих во время скачки в аслă ӳчӳк) лашасене хăшĕ-хăшĕ, çавăн пек çĕре çӳрешшĕн анчах, йывăра кӳлмесĕр, çитерсе усраççĕ. || Горе, беда. Истор. 152. Хамăр пуçа йывăр килсен те, парăнатпăр ĕнтĕ. С трудом. Ст. Чек. Йывăр сывлать, тяжело дышит. || Беременность. Ст. Шаймурз. Иван арăмĕ йывăра юлать (= çине юлнă). Жена Ивана беременеет. || Обидный, обидно. Букв. 11. Йывăр ан кала. Не говори чего-либо обидного. || Гибельный, опасный, опасно. N. Йывăр пăрăнтан, йывăр çумрăнтан сыхласа тăр, ӳч-ӳк, çырлах. Сред. Юм. Йывăр çилтен, йывăр хĕвелтен тор сиртĕр. (Говорят во время молитвы. Богдашк. Пĕчĕкçĕ ача тăм çисен, йывăр (тягота) пулать, теççĕ. || Медленно. Календ. 1906. Малтан пит йывăр ӳсет (бамбук). || Тяжелый (о болезни). N. Йывăр суранлă, тяжело раненый. (Солд. письмо). || Тяжело (заболеть). Сборн. по мед. Хăш чухне çав вăхăтрах куçĕ те пит йывăр пăсăлать. Ib. Йывăр çуратмалла пулсан (при трудных родах) пулăшмашкăн доктор та пур, кирлĕ им-çамсем те алă айĕнчех. Чăв. й. пур. 35. Хай Куçманăн арăмĕ йывăртан йывăрланнă та, пĕр эрнерен вилнĕ-кайнă. || Преступный, преступление. Ала 16. Мĕн йывăр ĕç турĕ ку çын, çын вĕлерчи-мĕн вăл, е тата урăх вăрă-хурахра çӳрери-мĕн? Какое преступление совершил этот человек: убил ли, или совершил какую-либо кражу? Хыпар № 43, 1906. Ĕçлемесĕр пурăнса, вĕсем усалланса, асса каяççĕ, пĕтĕм вăйне ĕçсе, йывăр тусах пĕтереççĕ.

йывăçлă

обильный деревьями. Эпир çур. çĕр-шыв. 21. Вĕсем пирен ял пекех йывăçлă: çулла сип-симĕс лараççĕ. IЬ. 37. Çăви (= масарĕ) пит йывăçлă.

йыт вити

собачья конура. Хыпар № 12, 1906. Пурте суккăр çав: вĕсем йыт витинче пурăннă пек пурăнаççĕ, тет вырăс.

юл

йол, (jул, jол), оставаться. К.-Кушки. Михĕ хваттире юлнă. О сохр. здор. 57. Тата ĕнтĕ пирĕн вĕлле хурчĕ пылĕ çинчен пĕлесси анчах юлчĕ. N. Юлнă ĕçе юр пусат. (Послов.) N. Никам та килмесĕр юлма пултараймасть. Каждый обязан явиться. Регули 243. Эп киле йолнине вăл корчĕ. Он видел, как я остался дома. Истор. Пĕр çын юлмиччен шыв хĕррине кашни тĕне кĕме анччăр. Качал. Йăван тухнă чухне сылтăм енчи пичкинчен ĕçрĕ, тит; вăйĕ ĕлĕкхи паках юлчĕ, тит (у него вернулась прежняя сила). Шинар-Бось. Пĕр карттус çырларан пĕр çырласăр юлтăм. Чинер. Эсĕ килтен тухнă чух, Микула сывă юлчĕ-и? Альш. † Пирĕн пек айвансенчен мĕн юлать? Мĕн выляни-кулни, çав юлать. Г. Т. Тимоф. Çăкăр юлмиех çитрĕмĕр. Дожили до того, что остались без хлеба. М. Сунчел. Çăмăр учукне хыт-çухана тухасси пĕр эрне юлсан тăваççĕ (за неделю до пара). СЧЧ. Уншăн вăсен чӳк туман çĕр (место) юлмарĕ пулĕ; юмăçа кайман ял юлмарĕ пулĕ (ради больного всех йомзей обегали). Хĕрлĕ Урал 1921, № 10. Çурчĕсем пĕр юпа та юлмиччен çунса пĕтрĕç. Дома сгорели до тла. Чăв. й. пур. 29. Ачисем хăнчен çамрăк юлнă. Дети остались после него малыми. Бюрг. † Пире илес тиекен кăçалхи çул ан кĕттĕр, килес çула ан юлтăр (пусть не останется до будущего года). Сёт-к. † Сакăр така пусакан... сакăр сар хĕр пăхакан инке-арăмпа йолакан. Ст. Айб. † Савса сарă хĕр шыракан инке-арăмсăр юлакан. Кто ищет себе в жены красавицу, не получит и вдовы (см. инке-арăм). Ч.С. Вĕсем мун-кун иртсенех, çимĕк çавăн чул эрне юлчĕ, çавăн чул кун юлчĕ, тесе, калаçкалах тăраççĕ. || Отставать. Ст. Шаймурз. Пирĕн шухăш улат каялла. Изамб. Т. Ман лаша чилаях юлнă иккен. Янтик. Ача урапа хыçĕнчен чупса пыраччĕ: эп те пырап! тесе; хай ашшĕ ал-чăмăркки кăтартрĕ те, ача тăра юлчĕ (отстал). N. † Йăваш хĕр юрланă чух, пуян çынсенĕн ывăлĕсем юлни çук. Çутталла 71. Çуна хыççăн пĕр утăм юлми сиксе пырать (не отставая ни на шаг). Завражн. Манран пĕр виç аршăн йолса (или: кайра) отса пычĕ (шёл). Юрк. Суха сухаланă, утă çулнă, авăн çапнă, вăрман каснă, пур ĕçе те ĕçленĕ — арçынсенчен пĕртте юлман. Шигали. Чупсан-чупсан, пирĕн Петĕр ятлă юлташ, ырса, юла пуçларĕ. N. Ĕçрен полсан, эпех мар, ман шăлăм (sic!) та мантан нумай йолмасть. НТЧ. Элеккан килĕнчи ĕçĕ те хăйĕнчен кăçта юлнă, çавăнтах тăрат, тет (в том положении, в котором он их оставил); арăме ни ĕçлеме, ни юмăçа кайма аптăранă, тет. К.-Кушки. Ĕçрен юла пуçларăм. Я стал отставать от работы. Юрк. Хăй ватă пулсан та, ĕçрен юласшăн мар (работает). || Уйти под снег. N. Калчи ытла вăйлă йолмарĕ. || Быть ограничену. Альш. Çапла пирĕн тăхăр ял çĕр вăл вĕçĕнче Сĕвене-кăна юлать; Сĕве урлă каçаймас. || Не попадать куда. Çĕнтерчĕ 32. Пĕр-маях Кеорки салтакран юлса пымалла пултăр. || Прекратиться. Толст. Санпа туслă пуласси кунтан юлтăр ĕнтĕ (прекращаю дружбу с тобою). || В отриц. ф. ― потерять способность к отправлению естественных функций (вследствие утомительной работы, гов. о частях тела). К.-Кушки. Сӳс тĕве-тĕве аллăмсем юлмарĕç (навихал руки). Алик. † Хура турă лашине хура шыва ӳкертĕмĕр; пичи (ятне калаççĕ) кăмăлне, шăннам-ша(к)кăм юлмарĕ, урам-алăм (sic!) юлмарĕ. Шибач. † Тĕрне (= тăрна) çимен пăрçине пире коккăль туса парчĕç, шăлăм-çăварăм йолмарĕ. Курм. † Тем хамăра полас пак (невеста), çĕрне-конне пĕлмерĕмĕр, пилĕк-çорăм йолмарĕ. || Избежать. N. † Çакă патша саккунĕнчен ниепле юлмалла мар. (Солд. п.). Чăв. й. пур. 18. Вара эсĕ ку ăлавран пĕтĕмпех те юлăтăн. || Перестать рожать. Ст. Чек. Ачаран юлать. Перестает рожать детей. . Хĕр-арăм хуйхă пусмăрланипе çамрăкларах ачаран юлат. || Остаться в живых. К.-Кушки. Вунулттăран пĕри те юлмарĕç. || О зачатии. Ст. Чек. Юлнă. Произошло зачатие. [Срв. КС. Арăмĕ, ăшне (хырăмне) ача хăварсан, упăшкине пăрахрĕ, тет]. IЬ. Манăн санран ача, юлчĕ. Я от тебя забеременела. || Пропускать. Суждение. Эрнипе ĕçкĕ пулас пулсан, эрнипе те ĕçкĕрен юлас çук (они). Н. Шинкус. Ĕçкĕ-çикĕ ĕççе çинĕ çĕртен те юлманскер, курнат, ку (кажется, не оставляет без посещения). С. Никçан пĕр кĕлĕрен те юлман вăл. С.П. Кĕлле каясран нихăçан та юлман. Шибач. † Лаша начар илес терĕм ― хак (чит. хак) йӳнĕ; хак (хак) йӳнĕшĕн тăрмастăм-ччĕ, соха пенчен (=панчен) йолас çок. || В кач. вспомог. гл. См. «Оп. иссл. чув. синт. II, 46. Виçĕ пус. нум. пус. мĕнле куç. 14. Çапла пирĕн çĕр начарланса юлнă. М. Сунчел. † Аçу-анӳ пур çинче выляс вăййăна выляса юл. Хурамал. Кăларсассăнах, çук пулса юлчĕ, тет пери (чорт). Сир. Ноеммин çапла икĕ ывăлĕнчен те упăшкинчен те тăрса юлнă (лишилась). Ч.С. Çапла вара вĕсем пĕр ĕнесĕр пĕр лашасăр тăрса юлчĕç (остались без лошади и коровы). Ч.П. Вĕренсе юл, тăван, çак юрра. Юрк. Тутарсем çапла пĕри те пĕри виле пуçласан, пĕтĕм ялĕпе хăраса юлаççĕ (можно и: ӳкеççĕ). N. Эпĕ матякне вучаха хутăм: пут! терĕ, пат! терĕ, Патĕр-ялне кĕрех кайрĕ, хура йытти вĕрех юлчĕ, выртан каска йăванах юлчĕ (перевернулась). Синьял. Кайăкне тимерĕ (не попало в птицу) тет те, тĕкĕ вĕçсе юлчĕ, тет. N. Вăл хутсем сире кирлĕ пулсан, илсе юлăр; кирлĕ пулмасан, каялла парса ярăр. Скотолеч. 33. Кĕсенĕ хăпăнса ӳксен (отстанет) унăн вырăнĕ хĕрелсе юлать. Орау. Паянхи кун юлашкинчен эреке ĕççе юлмалла; ӳлĕмрен эреке ĕçмелле мар закон тухнă, ырантан вара никам та эреке ĕçме юрамаçть. Янтик. Çапла кăлăх калаçаччĕç; унтан лешĕ кăне (= кăна?) çапла каларĕ те, ку тăра юлчĕ, ним калама та аптăрарĕ. Ч.С. Эпĕ ун сăмахне итлемерĕм, пĕчченех тăрса юлтăм. НТЧ. Юмăç вунçичĕ пус укçана илсе юлать. Леш (тот) киле тавăрăнать. Альш. Халĕ ĕнтĕ вăл кӳлĕ ăшăкланса юлнă (обмелело). Хыпар № 42, 1906. Ури айĕнчен тенкеле урипе тĕртсе янă та, Васильев çакăнса юлнă. N. Пĕри апат пĕçерсе юлнă (остался варить обед). М. Яуш. Вара ухмах касса юлчĕ, тет те (остался рубить лес), пичĕшĕсем хăйсен лутки çине ларчĕçĕ, тет. С.-Устье. Вара пысăк вырăс пĕчĕк вырăса как çапрĕ, тет те, пĕчĕк вырăс кăшт пĕшкĕнсе юлчĕ, тет. Хыпар № 29, 1906. Кӳршĕ вара хăй ĕненнĕ пекех ĕненсе юлчĕ (поверил). || В некоторых чувашизмах. Юрк. Ашшĕ шухăша юлат. Отец задумался (о нужде своей). Ст. Шаймурз. † Çак тăвансем патне килсессĕн, юлнă кăмăлсем тупăнчĕç. О заступл. Эсĕ малашне пĕр ырăлăхран та юлмăн, тенĕ. Альш. † Лайăхах та килсе, сыв таврăнсан, тăшманĕсем юлĕç шухăша. N. Вилесрен-кăна юлсаттăм. Я чуть не умер («остался от смерти»). Чураль-к. Сăмахран полсан, эп çын айне йолаканни мар вара. Я на словах другому не уступлю. Ч.П. Шур укçу çине ан пăх, аппа, сăнă юлĕ ун çине. Макка 179. Малтанах куç чĕлхипе, ăншăрт чĕлхипе юлмасть. К.-Кушки. Эп унпа чисти алăсăр юлтăм (все руки отмотал).

юлах

ленивый. Описка. Ала 66°. Кĕл-туса пĕтерсен, е ашшĕсем лаша парсан, мăн-кĕрӳ йĕвен чĕлпĕрĕнчен тумтир аркипе тытать те, каччипе хĕрин аллине парать, лаши куçне çыхса; вĕсем çаврăнас çĕре пуслăх пăрахать, вара вĕсем виçĕ тапхăр çаврăнаççĕ. Лашийĕ пуслăха урипе лектерсен, ваттисем калаççĕ: кинĕ юлах пулать пуль («тул»), тесе. Урипе лектермесен: пăрчăхан пулĕ, теççĕ.

юмла

йомла, ворожить, гадать. Хора-к. Юмласа пăхрăм, юмана çапрăм. Ст. Ганьк. Атăл урлă, тинĕс урлă шур сухаллă старик килнĕ, çав вĕрет, çав сурать, çав имлет, çав ю(м)лать (описка). Сир. 63. Юм-юмлани, паллă тăрăххăн сăнани, тĕлĕк тăрăххăн чухлани пурте вырăнсăр, пурте суя вĕсем.

юман

йоман, (jуман, jоман), дуб (зимний). N. Юман считается красивым деревом. См. нĕр. М. Васильев № 3, 12. Вара ват çынсем йомантан пăчкă тăваç те, çав пăчкăпа каскана сăтăрса вăт кăлараç. IЬ. 9. Пирĕн ялта ĕнтĕ пĕр вăн-ик çол пор чӳк тума пăрахни; ĕлĕк чӳк тунă вырăна пирĕн халь те Чӳк çырми теç. Онта халь пĕр татăк тăрăллă ватă йоман ларать, ăна пĕр Кантрашка ятлă ват çын, лаша пуç шăмми çакса, ӳстернĕ. Он тăрри аçи çапнăран татăлнă. Курм. † Уй варринче ват йоман; ати, тесе, карăм та: килех, улăм! темерĕ. Изамб. Т. Пĕр-пĕр çын юман ӳстере пуçласан, унăн лартнă юманĕ мăйĕ хулăмĕш пулсан, хуçи вилет, теççĕ. Микушк. Юмми юман, тупи (чит. туппи?) селен. (Пĕрлĕхен). N. Юмантан çуртарса тунă хăмасем. N. Ачасем, юман кутĕнче мăнаçи (ас-атти, аслати) авăтнă чух тăма юрамасть, унта усал пурăнать; пилеш (рябина) кутĕнче тăма шанчăклă, унта турă пурăнать. N. Юман çӳлчи вакша хулхи пек пулсан, тырă акма юрать, теççĕ. Янш.-Норв. Çав каталăхра пĕр пысăк ватă юман ларать; вăл юман кутĕнче пирĕн ялсем кашни çулах уй чӳк тăваççĕ, çавăнпа вăл юмана уй чӳк юманĕ, теççĕ... Çав юмана пирĕн ялсем теме хисепленĕ пекех хисеплеççĕ: ăна иртсе каймассерен, пуринчен ытла ваттисем, çав юман çине пăхса, акă çапла каласа иртсе каяççĕ: эсĕ пур пусри йывăçсенĕн патши, сана кашни çулах асăнса витĕнетпĕр, пире те çырлахсам, тесе. Тата вĕсенĕн ачи-пăчисем чирлесен, вĕсем часах ăвăсран çурта тăваççĕ те, çав юман кутне кайса, кĕл-тăваççĕ, тет. Кайсар. Юман мăкне типĕтсе ватмалла та, шыççа çыхмалла; вăл пит аван, шыççа туртать. N. Юман каснă пек хăтланса, яра-кун ирттертĕм. || Отправляясь «в поход», рекрут из чуваш обходил вокруг векового дуба, чтобы помнить родину и счастливо воротиться домой. См. Разг. С. Мих. 25. Ст. Чек. Терчĕмен юманĕ. Вириял юманĕ || Личн. яз. имя мужч. Рекеев, Пол. Байбахт., Т.-И.-Шем., А. Турх., Золотн. Ст. Чек. Юман: Степан, Иван, Константин. Альш. Юман Хветуç.

юмăç-карчăк

юмăç карчăкĕ, (-ы̆к), старуха йомзя. КС. Юмăç карчăк (вин. п. юмăç карчăка). М. Васильев. Мулларан урăх (кроме жрецов) кĕлĕ йĕркисене пĕлекен юмăç карчăксем пулнă. Вĕсем, çын чирлесен, чӳксем тунă, арçӳрисене çăкăр тураса пăрахнă, тухса, киреметсене, йăрăхсене сулнă. Вĕсем уншĕн укçа е пĕр-пĕр япала илнĕ. Ч.С. Юмăç карчăк юмăç пăхрĕ, тет те: акă кăна хума юрать, ку ята хурсан, сирĕн ачăр телейлĕ пулмалла, тенĕ. IЬ. Хай анне Натаси(?) ятлă юмăç карчăк патне кайрĕ. Анчах Натаси карчăк йӳмăçне пăхса яман, мĕншĕн тесен ун чухне чăхăсем кашта çине ларнă. Орау. Юмăç карчăк пек хампа хам калаçап. Разговариваю сам с собою, точно ёмзя. Собр. 233. Пĕр-пĕр çын халсăр выртсассăн, часрах е арăмĕ, е амăшĕ, е аппăшĕ юмăç карчăкĕ патне чупса каять. Вăл пырсассăн, вара юмăç карчăкĕ, хăйĕн пĕр тӳмме пек юмăç пăхмаллине енчĕкĕнчен туртса кăларать те, тути патне еççе, тута тавра çавăркаласа, çав киремет тытман-и? ку киремет тытман-и? тесе, тӳммине ярать те, çиппе сулкалама тытăнать. Тӳмми сулкалансан: çав киремет тытнă, теççĕ; тӳмми сулкаланмасан, урăх киремет тытнă, теççĕ. Вара тата пăхма тытăнаççĕ. Çапла вара юмăç пăхтарма пыракана суйса яраççĕ. Юмăç пăхтарса килсессĕн, киремете пăтăпа, юсманна чӳклеççĕ. Шăмат-кун пасара пĕр-икĕ пăт ыраш е сĕлĕ нухрат илме парса яраççĕ. Килте вăл вăхăтра тайăн сăра тăваççĕ. Тайăн сăра тусассăн, пасартан нухрат исе килеççĕ те, пăтăпала, юсманпала киремете чӳклеççĕ; чӳкленĕ чухне юсманне пĕртак (с «ĕ») чĕпĕтсе илеççĕ те, нухратпа пĕрле уя, ăçта киремет пур, çав вырăна пăрахаççĕ. Вырсарни-кун çитсессĕн, ир ирех, киремет сăрине, ĕстел çине çăкăр хурса, чӳклеççĕ те, пĕрне часавай патне, турра çурта лартма яраççĕ. Часавай патне çитсе, кулач исе, чӳклесен, пĕр татăк киремете: çытăр, тесе, пăрахаççĕ. Çав пăрахнă кулача пĕр-пĕр ула-курак е çăхан çысассăн: киремет çиленет, теççĕ. Кайран тата халсăр выртсассăн, тата турлетеççĕ. Ч.С. Çапла чирлесессĕн, анне ун патне ăна пăхтарма пĕр юмăç карчăкне илсе килчĕ. Изванк. Пĕр юмăç карчăкĕ ват чăха мăйĕнчен тытса: эсĕ урăх чун ан шыра, мĕн панине ил; эпир сана асăнăпăр, эсĕ пире ан асăн; мĕн тăвас, ним тума та çук; сана эпир ирĕксĕр вĕлермен, турă çапла тунă, эпир хамăр та ĕмĕрех пурнас çук, вилмелле, тесе, чăха пуса пăрахса, утса ячĕ (Поминки).

юмăç пăх

гадать. КС. Ст. Яха-к. Мĕн пыраканĕ пурте пирвай, инкен аллине тытса, юмăç пăхаççĕ. Вĕсем, хĕвĕнен çăкăр хыттине туртса кăларса, йĕп тăрне тăрăнтараççĕ, тата чĕрçине пĕр хуран ывăсси хураççĕ. Вĕсем, çав çăкăр хыттине йĕп тăрăнче суллантариччен, çăкăр хыттине тута таврала, тем каласа, çавăраççĕ. Кирек хăш юмăç та, эпĕ курнисем, çăкăр хыттине йĕп тăрăнче суллантарнă чухне, калаççĕ: çак кине Сурăм киремеч тытнă пулсан, çăкăрпа йĕп пĕç тăрăх суллан; унтан мар пулсан, урлă та пирлĕ суллан, теççĕ. Суллансан-суллансан, çăкăр хытти тапах чарăнмасан: çук, кунтан мар-ха, теççĕ. Микушк. Юмăçă юмăç пăхать. Вăл çăкăр татăкне йĕппе тăхăнтарать те, сулласа ларать. Чирлĕ çын ун патĕнче пăхса ларать. Вăл вара, пăхсассăн: чирлĕ çынна çав тӳрĕ (дух) лекмен-и? тесе, ыйтать. — Çав тӳрĕ лекнĕ пусан (= пулсан), яр кай, тет. Яр каймасан, тата сулласа ларать Тепĕр тӳрĕ лекмен-и? тет. Вăл тӳрĕ лекнĕ пусан, яр кай, тет. Мĕн ыйтать? тесе, сулласа ларать. — Çунатлă ыйтать-и? пăтă-юсман ыйтать-и? тет. Пăтă-юсманнах юрать, тет. Тăрсан-тăрсан: юрамасть, тет. Тата шалалла каять пулĕ-ха вăл: вăкăр-тына ыйтмасть-ши вăл? тет. Сулласан-сулласан, тупать вара мĕн пусмаллине. Вара вăл мĕн хушнă, çавна пусаççĕ. Пуснă чухне, урине, пуçне çăвать те, урайне ярать. — Силленет-и? тесе, кĕтсе тăрать. Силленсен, пусса çияççĕ; силленмесен, ăна ярса, тепрĕне (= тепĕрине) тытаççĕ. Вăл силленсен: килĕшрĕ, тесе, пусса, çияççĕ. Юмăçă хушсан, лашана хĕрхенмеççĕ, пусаççĕ. Хăйин(хăйĕн) çук пусан, сутăн та пулин илсе пусаççĕ.

юплĕ

йоплĕ, (jупл'э̆, jопл'э̆), ветвистый; с хвостами (о плетке). Ч.С. Вăрмантан вуник юплĕ хырăнне вуник юплĕ туратне касса килчĕç. Т. VI. 16. Вуник юплĕ çырма пĕр çĕре пухăннă çĕрте ― кĕпер... Упа 109. Епле ман мăйрака юплĕ-юплĕ, çитменнине тата пысăк! Толст. Епле вĕсем (рога) юплĕ-юплĕ кайнă! Сёт-к. Виçĕ йоплĕ чĕн пуши (его) кастарать те, çонтарать. Якейк. † Çичĕ йоплĕ пушипа вĕттерет те, кастарать. Макка 113. Вуник юплĕ пушшипе тулта хăта килет-ĕçке. Трехбл. Сана арăм кирлĕ тиессине: сана юплĕ çăка кирлĕ, теççĕ. Ч. П. Юплĕ-юплĕ çул килет, пĕр юппипе хĕр килет. Альш. Юплĕ-юплĕ çул килчĕ. Дорога все была с поворотами, распутиями. Вотлан. Юмах ярать юптарать, юплĕ çăмах хыптарать. (Ар-çури), Собр. 186°. Чĕкеçĕн хӳри юплĕ, çĕленĕн чĕлхи юплĕ, теççĕ. (Послов.). Чураль-к. Юплĕ вартан тан тапать. (Юхакан сăмса, т. е. сопли).

юптару

притча, иносказание. Чăв. юм. 1924. Çапла ĕнтĕ юмахсем вĕсем юптарусем, авалхи этем сăмахесем-çеç пулаççĕ. Йӳç такăнт. 45. Акă тата юптару. || Иносказательный. Сир. 73. Паллă сăмахсенĕн тĕпне-йĕрне ăнкарасшăн шухăшлать вăл, юптару-юмахăн тупсăмне тупма вĕренет.

юпа

йопа, (jуба, jоба) столб. СТИК. Çак юпана вайкăнтар-ха. Свали-ка этот столб. Изамб. Т. Йăлт çунса кайнă, юпи те юлман. Каша. † Ылттăн юпа пулăттăм, вăйă варринчен тухмăттăм. Чув. прим. о пог. 48. Хĕвел юпа пек тухсан, çăмăр пулать (хĕлле сивĕ). Если солнце восходит столбом, будет дождь (зимою – мороз). Персирл. Тĕлекрам(-грам) йопи, тĕлеххон йопи. Пазух. Вăрман хĕрри юманлăх, çинчен икел суйлар-и те, тĕпне юпа тăвар-и? N. Вăл (моя невеста) вилсен, каллех шăннă юпа пек тăрса юлтăм. Юрк. Хапхаран кĕрсен (по возвращении с кладбища), урапа çинчен ансан, хапха хыçĕнчи юпа йĕри-тавра виçĕ хут çаврăнаççĕ. Сред. Юм. Чохăн çол çинчи правăка юпаран юпана (от столба к столбу) лектерсе пыраççĕ. || Столб, изображающий собою покойника. См. К. Прокоп., Похороны и поминки у чув. Макка 231. Чăн пирвай вĕсем юпа касма каяççĕ. Вил. йăл. Выльăх пуснă вăхăтрах юпа тума тытăнаççĕ. Юпине хырăран тăваççĕ. Авалхи чăвашсем чултан, тăваткал касса, тунă. Халĕ те хăшĕ чултан тăваççĕ. Чулне, хуларан илсе килçе, малтанах хатĕрлесе хураççĕ. Юпине çын евĕрлĕ тăваççĕ: сăмсине тăваççĕ, çăварне. Юпине непременно кутăн тăваççĕ. Макка 191. Унтан, масар çине çитсен, юпине лартсассăн, ун çине пĕр укçа çапса кӳртеççĕ, унтан тата ун çине пĕр çурта çутса лартаççĕ. Çав çапса кӳртнĕ укçине: кун çути пулать; çав укçа çуттипе вилнĕ çын леш тĕнчере çӳрет, теççĕ. Вил. йăл. Юпа çинче лармалли каç. N. Юпа çинче ларнă чух никама та йĕме хушмаççĕ. Тăванĕсем йĕнине курсан, вилнĕ çын та йĕрет, тет. Макка 212 и 215°. Унтан вара каçпа юпине хускатаççĕ; юпа хускатнă чухне купăс каласçĕ, юрлаççĕ, макăракан та пур, пурте пур. Унта тата ташлаççĕ, ташлакан çынни витрене укçа ярать, вăл укçи мĕн чӳлĕ пухăнать, пурте купăççа пулать. Çапла юпине те иртерсе яраççĕ. . 190°. Юпа, тесе, ак мĕне калаççĕ: йăвăçран этем манирлĕ тăваççĕ те, ăна вăрмантан вара исе килеççĕ; çавна, масар çине кайсан, лартса хăвараççĕ. || Поминки. Чхĕйп. Авал вилнĕ çына (sic!) юпа акă мĕле (sic!) тунă: вăлсам уна улт эрнерен тума пĕлмен, çимĕкре тунă, кĕркуне (sic!) тунă, тата çăварнира тунă. Ст. Чек. Юпи иртсен, ултă кунтан, ăрăтнипеле пухăнса, каçалапа хутăштараççĕ, пурне те ĕлĕк вилекен çынсене те пĕрле, çурта çутса, хутăштараççĕ. (На осенних поминках). Макка 190. Унтан вара, юпине çитиччен, кашни-эрне каç хываççĕ. . 192°. Унтан вара çутăлас еннеле (sic!) юпа иртерме каяççĕ. . 214°. Çулталăк иртсен, унăн юпине тăваççĕ. N. Унтан тата тăххăрĕмĕш, çирĕмĕш, хĕрĕхмĕш кунне. Татах çав кунсенче юпа тăваççĕ С. Йопи çинче пусни (на поминках). Беседы на м. г. Çын вилсен-тусан, пумилккине (юпине) чăвашла ирттерсе, вилнĕ çын чунне хуйхăрмалла тăваççĕ: пумилккере, купăс-кĕсле е шăпăр, сăрнай-мĕн каласа, ташлаççĕ, сикеççĕ; юрлаççĕ-кулаççĕ, шăнкравсем çакса, купăспа, сăрапа масар çине лашапа кайса, йĕркерен тухаççĕ: вут чĕртсе, ташласа, юрласа, ашкăнаççĕ; сăра чĕрессисене, куркисене, çапа-çапа çĕмĕрсе, масар çине пăрахса хăварса тавăрăнаççĕ. М. Сунчел. Çиччĕшне туса иртерсессĕн, хĕрĕх кун иртсен, хĕрĕх пĕрмĕш кун каçхине, асăнса, юпа тăваççĕ. Каçпала юпа тума выльăхсем пусса, çимĕççем пĕçерсе хураççĕ; пуянтараххи прик (= пĕр-ик) витре эрех илсе, хатĕрлесе хураççĕ. Пурне те хатĕрлесе пĕтерсен, вăрмана юпа касма каяççĕ. Малтан унта кайма сăрасем, эрехсем, хывма куймаксем хатĕрлесе хураççĕ. Пурне те хатĕрлесе пĕтерсен, лаша кӳлсе, шăнкрав çакаççĕ те, вăрмана юпа касма каяççĕ. Вĕсен хыçĕнчен пĕри юналутпа купăс каласа пырат. Вĕсем унта кайнă чухне çапла юрласа каяççĕ:\nХура пĕлĕт юха-çке,\nПирĕн ĕмĕр ирте-çке;\nХура пĕлĕт юхнă чух,\nХăçан çăмăр çуманни пур?\nПĕр вилнĕ çын юпа тунипе\nХăçан чĕрĕлни пур?\nВĕсем тата нуммай юрлаççĕ, анчах эпĕ пурне те пĕлместĕп. Вăсем, вăрмана çитсен, лашисене тăвараççĕ, вара вут чĕртсе яраççĕ те, вут кутне куймаксене, сăрисене, эрехсене вут кутне лартаççĕ. Вара, пĕр çăка касса илсе, пĕр вĕçне шӳретсе, çĕре çапса лартаççĕ, пĕр пуçне икĕ пуслăх укçа çурса хураççĕ. Тата: вилнĕ çынна çиме, тесе, тенкелсем, сĕтелсем, кĕперсем тăва-тăва хураççĕ. Вучĕ йĕри-тавра юрласа, купăс каласа, ташласа çаврăнаççĕ. Виçĕ хут вут йĕри-тавра ташласа, юрласа çаврăнсан, хываççĕ те, киле таврăнаççĕ. Киле таврăнсанах, сасă кăлармасăр ĕçме-çиме пуçламаççĕ. Пирвой виççĕн е тăваттăн, шыв хĕрне кайса, пĕшкĕнсе лараççĕ те, çапла каласа юрлаççĕ:\nХура чĕкеç чĕкĕлтетсе килет,\nПирĕн (вил. ят.) килет вăхăчĕпе.\nÇула пулмасăр нихçан та чĕкеç килмест,\nВăхăт çитмесĕр никам та вилмест. \nСасă кăларса килсен, пӳртрисем: ăçта кайрăр? тесе, ытаççĕ. Сасă кăларакансем калаççĕ: (вилнĕ çын ятне) чĕнме кайрăмăр, теççĕ. Çапла калаççан-тусан, юпана пуçласа яраççĕ. Вара çĕрĕпех ташласа юрласа ирттереççĕ. Çутăлсан, шыв хĕрне кайса, хывса килеççĕ; унта илсе кайнă савăтсене пĕрне те каялла илсе килмеççĕ, çавăлтех салатса хăвараççĕ. Чăвашсем юпана çапла ирттерсе яраççĕ вара. . Çав çын вăл каç çавсен юпине ирттерет иккен. Он делал в тот вечер по них поминки. . Пăртак хыврĕç те, юпа халăхсем Раман пичче патне кĕрсе кайрĕç. Шел. 22. Юр юрласа, ташласа, тăваччĕçĕ юпасем. В. Олг. Ашшĕ каласа хăварса улне: мана, тет, йопа çине лаша парăр, тет. Изванк. Аннене пытарса килсен, тепĕр кунчех каçхине (пумилккине) юпине иртерчĕç. Ун чух иртермен пулсан, ĕç пĕтмесĕр те иртерес мар тет-чĕç; тата унччен тиркесси, терĕç. Çын вилсен, юпине иртермесĕр ни кĕпе-йĕм, ни тăла тавраш çумаççĕ, ни кăмака шăлмаççĕ. Ват çын вилсен, кирек хăçан та майлă пулсан, тиркемесĕр хăвармаççĕ. Ача-пăча вилсен, аплах тиркемеççĕ, çинчех юпине иртереççĕ. Пирĕн патри çынсем, ват çын вилсен, вăл çамăрăк (sic!) мар, çавăнпа тиркес пулат, теççĕ. Çапла тиркенине вăсем вилнĕ çынна хĕсепленĕ (= хисепленĕ) вырăнне хураççĕ. Чертаг. Йȏпа — поминки (улт эрнерен). || Брань. Хорачка. Изамб. Т. Мĕн юпа пек тăратăн? Что ты стоишь как столб? (То же выраж. и у КС.). || Кол. В. Олг. Тораево. Тата амăшĕ икерчĕ пĕçерчĕ, тет те, карта юписем çине тире-тире çӳрерĕ, тет. Пшкрт. Сидэт пэ̆р карда βи патн'а. мэ̆н э̆с' лэксэ̆р ты̆рады̆н? тэтβаjа. (В зап.-козм. говорах столб, а также и мачта, называется тонката. У др. чув. посл. слово озн. пень). || Рубль. СТИК. Пĕр юпа парас-и, мĕн тăвас? (гов., когда секретничают, при продаже или покупке). || Юпа — король (в картах). К.-Кушки. См. чирку.

ламран-лам

из рук в руки; через передачу. Питушк. Ламран-лам, постепенно. Чăв. ист. 14. Вĕсем çырассине куçпа курса, е çынтан ламран-лам ыйтса пĕлнине çырса хăварă. Кан. Ламран-лам çӳрекен хыпарсене çеç итлесе пурнас мар. КС. Ламран-лам ярса çав хута çитернĕ вăл пичĕш патне.

лар

садиться; сидеть. В. С. Разум. КЧП. Ку çын лармасăртарах тăрать. Чуратч. Ц. Пукан çине (на стул) ларчĕ те, каçчен те тăмарĕ (просидел, не вставая). Артюшк. Вакона ларма вăхăт. Пора садиться в нагоны. N. Пĕр ларсан, тахçанчченех ларать вара. Если сядет, то сидит очень долго. Сред. Юм. Лар килте, кôтна хĕссе! Сиди знай дома! N. † Ларас тăрас саккине ука сарса хуччăр-и; выртас-тăрас выранне тӳшек сарса хуччăр-и. Çĕнтерчĕ 51. Паян ларас-тăрас килмест. Сегодня не хочется ни сидеть, ни ходить („стоять“). N. Мăн кĕрӳ пуринчен мала ларать, эллине сăра курки тытать; вара вĕсем виçĕ тапхăр тăрса лараççĕ; виççĕмĕш тапхăр тăрсан, сĕтел хушшинчен тухаççĕ те, каччин ашшĕпе-амăшне малти сак çине лартса, вĕсен умăнче икĕ тапхăр çаврăнаççĕ, виççĕмĕшĕнче пуççапма лараççĕ. N. Пĕр çулччин киле урапапа çунапа ларса кĕмест, анаçĕне (= ана çине) ларса кĕмест-тухмасть (молодушка). Б. Яуши. † Лаши лайăх, çуни лайăх лараканĕ çук. Юрк. Ун çумне кĕрӳ çуммĕн лараканни ларать. Юрк. Эпĕ, патша пулсан, ялан çапла кăмака çинче ăшăнса кăна ларăттăм. Ib. Икерчĕ çиме ларсан та, каллех çапла: ех, тет, эпĕ патша пулсан, яланах çапла çуллă икерчĕсем анчах çисе ларăттăм! тет. Сред. Юм. Ĕçессе нăмай та ĕçмен пик полчĕ, ларнăçĕм пôсать (постепенно пьянеешь) полас, ôра çине тăрап та, тайкалана тăрап. Чăв. й. пур. 23°. Хăй халĕ суккăр ларать ĕнтĕ, ниçта та тухаймасть. Регули 3. Вăл ĕçлеме ларать. Он садится за работу. N. Пит аван шыв хĕринче мĕлле пăр катăксем пĕр-пĕрин çине хăпара-хăпара ларса, каллех йăтăна-йăтăна анса кайнине пăхса тăма. || СТИК. Ларайман, ларса çитеймен, картне ларман (т. е. глупый). || Йӳç. такăнт. 52. Пурте кулаççĕ. Кĕркури, çиленсе, пуçĕпе сулкаласа, лара-тăма пĕлмест. Копăрла. † Ларас-тохас лайăх полтăр. Чтобы было хорошо с нею (с женою) выехать. Орау. Хăй ларса канимарĕ ĕмĕрĕнче (работала, не покладая рук). Туперккульос 25. Пӳртрен тухмасăр ларса ирттерсе, начар ӳсет, шурăхса каять (бледнеет). Сĕт-к. † Тантăш çони хора çони, ларса чопма шанчăклă. (Çăварни йорри). || Сидеть в тюрьме, под арестом. Альш. Елшелин хуралçисем кайса та лармаççĕ (не сидят в арестанской), ӳретникрен те хăрамаççĕ. Орау. Паян тăват тутара сут турĕç, тăватăшне те лармалла турĕç. Сред. Юм. Ларма кайнă. Пошел сидеть (в кутузку). N. Тĕрмере ларакансем, е персе вĕлернĕ çынсем хушшинче темĕн чухлĕ пĕр айăпсăррисем те лекнĕ (в 1906 г.): вилччĕр, ларччăр... тенĕ пек тăваççĕ. || Быть п. заседателем. Орау. Паян тăват тутара сут турĕç. Манăн тăватăшне сут тунă чухне те лармалла пулчĕ. || Сидеть на посиделках. Изамб. Т. Хĕлле хĕрсем ларма çӳреççĕ. Зимой девушки ходят на посиделки. Альш. Пĕр-пĕрин патне ларма çӳремелле. || Гостить (о девушках). N. † Ларма килнĕ хĕрсене алă çинче вылятрăм, ларма килнĕ хĕрсемпе хытăрах выльăр, ачисем! ЧП. Ларма пырăп. Сред. Юм. Ларма кайнă (девушка пошла, поехала в гости к родственникам). || Справлять (о некот. обрядах). Ст. Чек. Вара кĕрешченке кунĕ каçпа хĕр сăри? лараççĕ. || Сидеть в старых девах. О сохр. здор. Вăл тĕлĕшрен чăвашсен йăли пит аван: вĕсенĕн хĕрĕсем çирĕме, çирĕм икке çитсен тин качча каяççĕ; çирĕм пилĕке çитичченех ларакан та пулать вĕсен. Янтик. † Пиреех те çырнă çын ачи лартăр халĕ çулĕ çитиччен. || Сидеть на яйцах (о наседке). Ст. Чек. Ларат (чăхă ларат). Сидит на яйцах. Альш. Чăхă ир ларсан, тырă пулат, тет. (Примета). || Стоять, находиться (о вещах и предметах). N. Чăматан ларат. Стоит чемодан. N. Карташĕнче вăрманти пек курăк шăтса ӳссе ларнă. ЧП. Çеçен хир варринче пĕр хурăн, лартăр-а хирĕн илемĕшĕн. Янш.-Норв. Пирĕн çумра (рядом с нами), йывăç пахчинче, пĕр кĕлет ларать. ЧС. Темĕн чухлĕ пичке ларать. Стоит много бочек. N. Унта пилĕк мишукпалан çăнăх ларнă. Там стояло пять мешков с мукой. N. Чӳрече çинче кăкшăмпа (в кувшине) шыв ларать. N. Улăм урисем темĕн чухлĕ лараççĕ. N. Вăрман ларать сип-симĕс. N. Тепĕр пуçĕнче тутлă шерпет ларат, сим-пылпа тутлă шерпет хушшинче ылттăн тарилкке ларат. Орау. Ку шыв пӳртре виç сахат ларнă. N. Тинĕс патне çитсен, тинĕсре пĕр карап ларнине курнă. Ядр. † Эпир çăварни чупнă чух ларан-йывăç хумханать, выртан каска тапранат. Могонин. Ларан йывăçа хоппине сӳсен, мĕнле хăрса каять, çанашкал çав çын хăртăр, тет. N. Ăçта-килчĕ-унта хупахсем, хытă курăксем унта-кунта ларатчĕç. Торп-к. Урапи чупмаçть, тет, пĕр вырăнтах ларать, тет. Орау. Ку йăвăçăн тымарĕсем çирĕп халь, нумай лармалла. Дерево крепко держится на корню. Тогаево. Онччен те польмин, пĕр пысăк икĕ хутлă пӳрт лара парать. Эпир çур. çĕршыв 15. Ту вĕçĕнче чылай аслă униче (укăлча) выртать. Кунта, хапха патĕнче, ял юпи ларать, халăх пӳрчĕ ларать, вут сӳнтермелли машшин, пичĕке, пакурсем, тата урăх хатĕрсем лараççĕ. || Остановиться (в движении). Орау. Армансем ларчĕç (иногда говорят: шыва ларчĕç). Мельницы (водяные) остановились (стали) от половодья. || Устояться (о пиве). Якейк. Пирĕн сăра ларсах çитмен-хе (не устоялось после процеживания; дрожди еще не сели на дно). || Осаждаться. N. Хăйăр тырă акас вырăна та ларать, çарана та ларать. || Широко задевать основанием. Орау. Суха-пуç ытла ларса пырать, ăнмарĕ („купташки“ своей выгнутой поверхностью задевает за землю. Зависит от неудачной установки сохи). || Лежать (о вещах). Çăкăр кăмакара ларат (но: çăкăр сĕтел çинче выртат). || Находиться (о корнях растений). N. Темĕн пысăкĕш йывăçсен те тымарĕсем çиелтех лараççĕ. || Упасть (о стреле). Абыз. Ухă çав старикĕн пӳрт çине ларнă. N. Йывăç юппине (на развилину дерева) юр ларнă. || Садиться, становиться плотнее. Орау. Çуркуннехи çăмăрпа çĕр ларать, теççĕ ваттисем. || Замерзать (о реке и пр.), о ледоставе. Альш. † Çерçи чак-чак тăват-çке, Атăл пăрĕ ларат-çке. АПП. Сивĕ енчен çил вĕрсессĕн, Атăл ларнине çавăнтан пĕл. || О снеге. Девлезеркино. Юр ларчĕ. Снег сел (осел). || Выправиться (о вывихе). ЧС. Ĕнтĕ, кин, ачун алли ларчĕ. N. Нумайтарах, ĕçлесен унăн алли-урисем каллах хытса ĕлĕкхи вырăна лараççĕ. || Отзываться, вредить. Изамб. Т. Лашана кĕçĕнтен йывăр турттарса çӳретсен, лашан куçне ларат (ослабеваег зрением), теççĕ. N. Ытлашши çийӳ чире ларать. || Осесть (о строении). Альш. Пӳрт ларнă ĕнтĕ пирĕн (осел). || Иваново. Урай хăмисем, никĕс пĕренисем, тата кăмака ларса юлнă (остались без осадки). || Сесть (о материи). Трхбл. Брюки ларнă. Брюки сели. || Оседать. Туперккульос 4. Çын çăварне, сăмсине ленкеççĕ, кăкăра лараççĕ, тĕрлĕ май çын ăшне ленкме пултараççĕ (бактерии). || Загрязниться. АПП. † Сакăр тиртен çĕлетнĕ сар кĕрĕке кирĕк лармĕ, тесе, пĕлтĕр-им? В. Байгул. † Çуса çакнă шур сурпанне кирĕк лармас, терĕç пуль. || Увязнуть, застрять. О сохр. здор. Е, апат çисен, шăл хушшине пĕр-пĕр япала ларса юлса çĕрсе тăрать. Кума-к. Эпĕ лапрашне (= лапра ăшне) антăм-лартăм (вдруг очутился в грязи, в топком месте). Шурăм-п. Филип сурăх хыçĕнчен чупрĕ, анчах ури пылчăка ларнипе кайрĕ-ӳкрĕ. Чув. пр. о пог. 304. Пăр ларса йолсан, çул йывăр пулать. Если лед останется (на берегах), год будет тяжелый. || Заходить (о солнце). N. Хĕвел анăç хĕрелсен, пĕлĕте ларсан, çăмăр (тăман) пулать. || Прибавлять (ветви, коленца). Альш. † Мĕшĕн кĕрлет-ши çав хăмăш? Сыпăкран сыпăка ларасшăн. Ib. † Мĕшĕн шавлат-кĕрлет çав вăрман? Туратран турата ларнă, тет, çав вăрман. Карабаево. Улма-йывăççи çеçкене ларса иртнĕ. || Закалеть. Ст. Чек. Çăккăр вут начар хутнипе (от плохой топки) пиçеймесĕр ларса каят (около нижней корки тесто уплотняется и не пропекаетcя). || Заниматься; служить. Туперккульос 18. Пĕр туперккульос чирĕ çинче кăна ларакан тухтăр çав чир çинчен, çĕнĕ япаласем мĕн тухнине (напр., открытия в области медицины) пĕтĕмпе пĕлет. ГТТ. Ача-пăчапа пурăнакан çынна, ку ĕç (литературная работа) çинче кăна ларсан, пурлăх тĕлĕшĕпе хĕнтерех пек (трудно с экономической стороны). Орау. Кунăн çĕрĕн хут çинче ларакан çын шурса каять (бледнеет). Образцы. Ай-хай, хĕрлĕ чĕрем, çутă сăнăм, шур хут çинче ларса шурăхрĕ. Истор. Ялан ĕç çинче ларса, тата ытларах сывăмарланнă. N. Çирĕм пилĕк çул тиякра ларчĕ. N. Вăл ĕç çинче лармаççĕ вĕсем. Они этим делом не занимаются. Яжутк. † Пуртă тума тимĕрç çук, тимĕрç ларма çырма çук. || Расположиться, расселиться, поселиться. Юрк. Тинĕс хĕрринче ларакан хула. Ib. Эпĕ пурăнакан савăт (завод) пит аван çĕрте, çаранта шыв хĕрринче ларат (расположен на берегу реки). Янших. Б. Сăр шывĕ хĕрринче ларат (город). Юрк. Чăвашсене ытти çынсенчен уйрăм ялсемпе ларма хушнă. Демид. Пурăнсан-пурăнсан, кун патне таркăнсем, вăрăсем килсе лара пуçларĕç, тет. || Приставать, прилипать. Орау. Тĕмпек (ял) тăнĕ (глина) лармаçть (т. е. не держится), умпа кăмака шăлма юрамаçть урăх. Якейк. Ларать = çыпăçать. Ib. Кăçалхи пак çор аки тума çăмăлне корман: пĕре те лармаçть. Ib. Хăш çол çĕртме тунă чохне те ларать (= тăпра соха тимĕрпе калак çомне çыпăçни). Ib. Олăхри аная тунă чох ларса пăçлар, аран туса пĕтертĕм. КС. Суха-пуç ларать (накопляется земля, и она плохо пашет), вара ăна карлавпа тĕкеççĕ. || Приставать, останавливаться где-либо (о пароходе и т. п.). N. Çак пăрахот Шопашкара (-ра) ларать-и? Пристает-ли этот пароход в Чебоксарах? N. Пăрахот Шопашкарта лармарĕ. Шурăм-п. Халĕ Кĕнер-вăрри çыннисем чухăнланса кайнă. Пăрахут тахçанах ларми пулнă. Альш. Пулăçăсен киммисем лараççĕ унта. || Обходиться, constare. N. Мĕн чула ларчĕ? Во что обошелся (о цене). N. Хаклă çĕр илекене пит хакла ларать. || Получить убыток. Орау. Халь çăмартана кайсан, аллă тенкĕ ларнă, тит. || Остаться, проиграть (в картах). Сред. Юм. Кама ларчĕ? Кто остался? (во время игры в карты). Янш.-Норв. Лартăм. Я проиграл (в шашки). || Обмануться. N. Лаша илесси пит пысăк ĕç, ларасси нимĕн те мар (очень легко). || Находиться в сохранности, храниться. Полтава. Ăçта мулсем ларнине (где скрыты клады)... || Глохнуть (об ушах старика). ГТТ. Манăн хăлхасене ларнă çав ĕнтĕ, илтми пултăм. || Выходить (об урожае). О земл. Çĕнетнĕ çĕр тырра ĕлĕкхи пекех çимĕç парса тăрать, вара унта тырă аван ларакан пулать. Ib. Хура тăпра çинче малтан урăх япала хушмасан та, тырă аван пулать; анчах кайран-кайран вăл çĕр çинче те тырă ларми пулать. Альш. Кăçал тырă начар пулчĕ те, анара пит нумай пулнинче саккăршар урапа, унтан вара чухрах (похуже) пулнисенче пилĕкшер, ултшар урапа ларчĕ, теççĕ. Сорм-Вар. Ахматяк калать (медведю), тет: кашни çапмасерен (= çапмассерен) пĕр пăт çу ларать (каждый раз, как ты меня стукнешь молотком, на мне наростает пуд сала), тесе калать, тет. || Накопляться. О земл. Выльăх айне улăм сарсан, навус ытла лармасть. || Юрк. Шыва лар, быть затоплену водой. || Об обычае созывать знакомых к умирающему. ЧС. Анне вара пиччене атте çинче ларма çынсене чĕнтерсе килтерчĕ (велела позвать). N. Çын çинче ларни. || Доходить, попадать. Яргейк. Урпа утмăл кунта кĕрекене ларать, теççĕ. || Наступать. КС. Кĕр ларчĕ. Наступила осень. (Хĕл ларчĕ, но: çу килчĕ, çур килчĕ; Орау. Хĕл ларсах каять-и ĕнтĕ? Неужели уж так рано начинается зима? || Оказать действие. N. Ăна ларнă. Оказало действие на ум. || В качестве вспомог. гл. Сятра. Сан пит çине мĕнешкел (мэ̆нэ) моклашка токса ларса? N. Курăксем ĕнсе ларчĕç (выгорели от зноя). К.-Кушки. Эпĕ пĕрре шыв хĕрринче нуммай çĕрле пулă тытса лараттăм. Однажды поздно ночью я ловил на речке рыбу. Виçĕ пус. 17. Тăваттăмĕш çулне çĕрте курăксене кирлĕ япаласенчен виççĕшĕ тăнчах пĕтсе ларать. Ib. 19. Пĕр çын, ашшĕ амăшĕсем вилсен, ниме юрăхсăр хăйăрлă çĕр хуçи пулса ларнă. Кан. Мунчине вара шыв тухса ларнă. Яхать-Ошкăнь. Тар тохса ларать. Выступает пот. Букв. 1886. † Сĕт-пыл тулса ларинччĕ (см. сĕт пыл). Альш. Кас çĕнĕ пулса ларчĕ хайхи. Обстроился снова (после пожара), обновился (квартал). Ib. Пăхатăп – тиенсе те ларнă пирĕн лав (нагрузился). Яргуньк. Пуç тăрисене (на головах у них) улмуççисам шăтса, çитĕнсе, улмисем те пулса ларчĕç, тет. Синерь. Вăл, шаларах (дальше в воду) кĕрсе, хулне чăссĕр (= чăсрĕ), тет те, хулĕ сыпăнса ларса (обрубленные руки снова наставились), ачисене (своих детей) тытрĕ, тет. Сунар. Сăрт ĕлĕкхи пекех хăйне хăй хупăнса ларнă (холм закрылся снова сам собою). Орау. Вилнĕ çын чĕпĕтним сана, пĕтĕм çан-çурăмăнта, аллу-урусенче кăвакарса ларнă вырăнсем (синяки) пур? Ib. Сĕтел çинче ламппи çунса ларать (горит). N. Кам хăй валли инкек-синкек шыраса çӳрет, çав ăна чăнах та тупса ларать. БАБ. Эпĕ пăхрăм пек те, пĕр хуран сăмала вĕресе ларнине куртăм пек (во сне). N. Ĕлĕк вăл (это) çын ячĕ полнă, онтан сомах полса ларнă (стало нарицательным именем). СВТ. Çитменнине тата шатра чирĕнчен кайран (после оспы) нумайĕшĕ, чĕлхе çĕрсе, чĕлхесĕр пулса лараççĕ. N. Хăй пурăннă кун-çулĕнче пĕтсе, çĕрсе ларнă çĕртен пире çутта кăларчĕ (он). Пшкрт. Вырăсла пет йосон соляма (очень хорошо говорить) вĕренсе лартрăм (или: лартăм; научился). КАЯ. Ĕнер Тумия урнă йытă тулланă; урмалла-мĕн пулсан, мĕн курса ларас-ха! (что станем делать). Трахома. Тата пĕрер çул иртет те, хай сирĕн пĕлĕшĕр суккăрах пулса ларать. В. Олг. Онăн учĕ перĕн тырă çине вĕренсе ларса (повадилась). Изванк. Пирĕн пӳртре, ăçта кирлĕ унта (где ни попало, везде), çуртасем çунса лараççĕ (горят). Панклеи. Сĕрсенех (как только помазала), ачана ӳт илсе ларчĕ (наросло тело). Ib. Вăл пыркаласан-пыркаласан, çол йăлтах пĕтсе ларат (дорога кончается). Синерь. Кăмакара этем аш вĕресе ларать, тет. (Сказка). Кан. Çап-çуттăн курăнса, каллех тĕттĕмленсе ларчĕ. N. Тата темиçе анпар (так!) тырă туллиех тулса ларнă, тыррисем алăкĕсенчен тулалла юхса ларнă (сыпался), тет. Цив. Шыв тӳрех пӳрте кĕрсе ларчĕ. Вода сама вошла и поставилась в избу. N. Хайхи салтак тухрĕ; как тухрĕ, хайхи çутă сӳнсе ларчĕ. Никит. Питне-куçне хĕп-хĕрлĕ шатра пекки тухса ларчĕ. Ib. Лешĕ кушак-мĕн пулсан, ăна патакпа шаккаймалла-мĕн, вара вăл каллах çын пулса ларать (превращается в человека). N. Анса лар, спуститься; закатиться (о солнце). N. Чунлă япаласем çумне çыпăçса лармашкăн е çекĕлсем, е тăрăнмалли сăмсасем, е чĕрнесем ӳссе лараççĕ (у растений). N. Тепĕр куна хăварсан, вăл хытса ларать те, кирпĕч çапма хĕнтерех пулать. N. Çамрăк арăм çапла пулса ларнинчен пĕтĕм ял тĕлĕнсе, ăсран-халран кайнă (изумилась). Сборн. по мед. Пĕтĕм çан-çурăмне шатра тухса ларать. Абыз. Çĕлен çапрĕ те, Иван пакăлчак таран анса ларчĕ (в землю). Синьял. Турипе сулчĕ, тет те (он махнул гребнем), тинĕс пулса ларчĕ, тет. N. Вĕсемсĕр пуçне хула та пулса ларас çук (не оснуётся). N. Куçса лар. N. † Килкарт варнчи çармăк хорĕн (= хурăнĕ), кăçал касман полсассăн, ватăлсах ларĕ, терĕр поль. N. Мучи куçне шур илсе ларĕ. (Карнăк шăнни). У старичка сделается на глазу бельмо. (Замерзание окна).

ларт

понуд. ф. от гл. лар. N. Эп сĕтел çине (на стол) ларас теп.– Эп сана лартăп! (я тебе дам – сяду!). Ст. Яха-к. Ун чухне лаша пурри ача-пăчасене ним парса та пӳртре лартаймăн (их не удержишь дома). || Сажать. Ст. Чек. Çĕнĕ çул кунĕ чи малтан килекен çынна минтер çине (на подушку) лартмасан, чăхă лармас (курицы не будут сидеть на яйцах), тет. Актай. Ылттăн тупăка юман тăрăнчен илсе анчĕç, тет. Куна урапа çине лартрĕç (поставили), тет те, килнелле кайрĕç („Ларт, посадить и положить. В последнем случае употребл. только тогда, когда выражают бережное обращение“). Альш. Чим-ха, ав çав хĕвеланăç енчи пĕлĕт кунтарах килтĕр-ха, çавăн çине лартса ярам эп ку пукана. N. † Ларма килнĕ хĕрсене лартса ярас (отправить домой на лошади) терĕм те, лаши килте пулмарĕ. Ст. Чек. Уллах сăри курма пыракансене лартса (усадив) ĕçтереççĕ. Якейк. Эп паян вонпилĕк çăмарта çине чăх лартрăм. Орау. Мана лартса çӳрĕр-ха, мана лартса кайăр-ха! (везите, повезите, т. е. повозите, покатайте). Ib. Ĕлĕк хула хӳми тунă чухне чăн малтан тĕл пулнă çынна хӳме айне лартнă (закапывали), тит (не у чуваш). || Ставить, поставить. N. Кĕперĕн тепĕр енне пĕр шальçа (кол) лартса, ун çине шур явлăк (платок) лартса хăвараççĕ. Яжутк. Иван, киле çитсессĕн, паршисене (баржи) шыва лартса хăварчĕ, тет, хăй киле кайрĕ, тет. N. † Хура вăрман хыçне капкăн лартрăм, юртса пыран хĕрлĕ тилĕшĕн. Вишн. 73. Пусă патĕнче (у колодца) выльăх шăвармалли вăлашка тусан, ăна пус çывăхне лартас пулмасть. Юрк. Арăм, балыка (рыба) мĕшĕн кунта кӳрсе лартмастăн? Ib. Кирлĕччĕ малтан çуне кăмакана лартса ирĕлтерме. N. Наччас сăмаварне лартса ярас-им? (т. е. поставить и как бы предоставить его самому себе). Скотолеч. 12. Каçпа лаша патне каткапа шыв лартса парас пулать. N. Халĕ тин тасатрĕ (вымыла), епле сирĕн пек çын умне çумасăр лартатăн (поставишь немытые), тет. Истор. Лавне çул çинех лартса хăварса. Кан. Икĕ уйăх хушшинче виçĕ чăвашла спектаккăль лартрĕ. || Варить пиво. Альш. Арăмсем килте сăра лартаççĕ, сăра юхтараççĕ. Ала 82. Вăтăр пичке сăра лартрĕç, тет, тата пурин пуçне (на всех) пĕр пичке турĕç, тет. N. † Марье ухмах, хăй ухмах, хăй ухмах, уллах сăри хăй лартать, хăй лартать. Никит. † Улюн ухмах, хăй ухмах, куршак сăри хăй лартат. Альш. Амăшĕсем вĕсене пĕр çич-сакăр витре пек (приблизительно) çăра сăра, лайăх сăра лартса параççĕ. || Остановливать. Орау. Ваконсем лартакан çĕртĕ. В том месте, где останавливаются вагоны. || Поставить отметку (балл). Янтик. Сана миçе лартрĕ уччитлĕ? — Тăваттă! Сколько тебе поставил учитель? – Четыре! Орау. Сатачшăн виççĕ лартрĕ. По арифметике поставил три. || Посадить (дерево). В. С. Разум. КЧП. Хаçат çине çапрĕç: йăмра лартмалла, тесе. Çынсем пуплеççĕ: лартакан лартĕ, эпир лартмасан та, тесе [кто хочет — посадить,— и без нас дело обойдется(!)]. О сохр. здор. Урам хушшисене час ӳсекен йывăçсем лартса тултарас пулать. || Вставлять. СКАЗЗ 30. Чӳрече касса, алăк лартаççĕ. || Наносить (нанос и т. п.) Альш. Кăçал лартса хăварнă туйăн çине (на иле, на наносе) кăçалах курăк тăтса, темĕн çӳллĕш ӳсме тытăнать. Баран. 96. Тĕлĕ-тĕлĕпе (на дороге) юр лартнă; ура пуссан, хăш чух ана-ана каять. || Выправить вывих или перелом. Ст. Чек. Лартнă (сикнĕ алла е урана лартаççĕ). Магн. М. 12. Ора-алă хоçăлсан, лартакан, костоправ. || Impigere; всадить (топор). Альш. Пуртă тăршипе (ты̆ржибэ) пуçран лартăпин!.. Смотри, если я ударю обухом по башке!.. Ишек. Ачи пуртă илнĕ те, тӳрех упа çамкине лартнă. Хора-к. Никам та хой (= хăй) порни çие (= çине) портă лартмаçть. (Послов.). || Насадить на что. N. Ват çынсам похăнчĕç, патак тăррине косарсам, сăнăсам лартса, карĕç онта. Ой-к. Вара хай çĕлен Ивана хӳрипе çавăрса çапрĕ те, Ивана пилĕк таран (по пояс) антарса çĕре лартрĕ, тет. || Надевать. Ст. Айб. Пуçне (на голову себе) лайăх çĕлĕкне лартрĕ (старик). Кан. Хăшпĕр чух (иногда) мулаххайне те тӳнтерле е хăяккăн лартса ярать. || Устраивать свадьбу. Н. Седяк. Унтан вара хăтапа хата туйсене кăçан лартассине шухăшлаççĕ. Ib. Арçын туйне, хĕр туйне кăçан лартассине шухăшлаççĕ. Ск. и пред. 72. Тантăшăмсем пухăнсан, кĕçĕр туйне лартмалла. Альш. Çураçса, килĕшсе, лартса илсен, хĕрсем кунта хаклă. Ск.и пред. 72. Хĕвел ансан, каç пулсан, паян туя лартаççĕ. См. ib 73, 74. || Кипятить (самовар). N. Самавар ларт (у нек. хур). Поставь самовар. См. самавар. || Построить. Регули 752. Çак пӳрте номай полмаçт (недавно) лартрĕç. N. Хăш-хăш çын арман айне, арманне лартнă чух, ача чĕрĕлех лартаççĕ. (сажают). || Приделать. Ск. и пред. 12. Икĕ юплĕ хăрăкран ура лартрăм кĕсрене. || Обыграть. Янш.-Норв. Лартрăм (в шашки). || Обянуть, „надуть“, „обдуть“. Календ. 1904. Нумайĕшĕ лашапа лартнипе мухтанаççĕ, çынсем те вĕсене айăпламаççе (обман при продаже лошади). Ск. и пред. 43. Вăл мĕн те пулин халăха лартса, эрех ĕçмелли сăлтав (повод) тупасшăн. N. † Пирĕн кас каччи пит чее леш кас хĕрне лартмашкăн. Орау. Тĕлĕк (сны) мана лартать вăл. || Лгать. СПВВ. КМ. Лартатăн = суеçтеретĕн. N. Эпир пĕрре, хамрăн телей пулман пирки, ачасене çапла лартрăмăр (налгали). || Выпить. Орау. Çук, лартасах пуль ача, темĕскер пыр шăтăксем () пĕтĕмпех типсе ларчĕç ман. || Corie. Якейк. || В качестве вспомогат. гл. СТИК. Вăрра йывăç çумне çыхса лартрăмăр (привязали к дереву). Ib. Иккĕн-виççĕн тытăнчĕç те, ман алă-урана çыхрĕç-лартрĕç. Ib. Пĕрре хĕлле сивĕ шыв ĕçрĕм те, пĕр кунтанах хайхи эп сасăсăр пултăм-лартăм. Толст. Хырăмне çĕлесе лартрăмăр (зашили, собаке). П. Патт. 24. Шапи çăварĕпе (хулă) варринчен çыртса лартнă (mordicus apprehendit). Микушл. Вăрă кĕрсенех, ача пуртă илчĕ, тет те, алăка питĕрсе те лартрĕ (запер), тет. Урмай. Çĕлен Ивана хӳрипе çапрĕ, тет те, чăркуççи таран антарса лартрĕ, тет. Яргуньк. Çын чăнахах та упана çыхса лартрĕ (связал), тет. С.-Устье. Унтан кайран салтак, анса, сарай алăкне шал енчен çаклатса лартрĕ, тет. N. Вĕсем вара киммисене иккĕшне те çыран хĕррине кăларса лартнă. Изванк. Вăсем çын ăрама тухнине те кураймаççĕ, çынна та çиччас пăсса лартаççĕ (испортят). В. Олг. Ашшĕ колсарчĕ (= кулса ячĕ); хай омлаççия варинчен çорчĕ те, тирсе лартрĕ лайăх омлаç торатне; хошăкне сĕрсе лартрĕ самаскăпа, çыхса лартрĕ тоттăрпала. СТИК. Çанталĕк шăнтса лартрĕ (заморозило). N. Лашине чул юпа туса лартрĕ, тет. Лошадь его она обратила в каменный столб. (Срв. Сысна Иван лашине те, чул юпа пулнăстерне (так!), ĕлĕххин пекех лаша туса тăратрĕ, тет.) Абыз. Хĕр пӳрте кĕчĕ те, питĕрсе лартрĕ; старик çӳрерĕ-çурерĕ те, вилчĕ. Изванк. Çав касхине пӳрт чӳречисене питĕрсе лартрĕç (заперли). Т. VII. Çав патакăн пĕр пуçне (конец) шăтарнă, тет те, каллех питĕрсе лартнă (опять заделан), тет. Пшкрт. Порняма алăк хошшине хопса лартрăм (прищемил). Панклеи. Хĕр тӳрех (тотчас) алăка çаклатать-лартать. Полтава. Авалтанхи ĕмĕте (замысел) туса лартам хăль, тесе. Б. Яуши. Алăкне вăрă кĕрсенех питĕрсе лартрĕ, тет. Ердово. Хăш çул, шыв нумай чух, шыв хĕрĕнчи ялсене те шыв илсех лартать (совсем заливает). Якейк. Çанталăк сивĕтсе лартрĕ. Наступила совсем холодная погода. Совсем студено стало. Панклеи. Йăван хорăна вĕренпе кокарчĕ те, çичĕ çолхи ола кĕсрене кӳлсе ларттĕр (запряг). М. Васильев № 3,1. Соха тăвакан çын çакна (его) хĕрхенсе порăкпа хопласа лартать (покрыл). Кратк. расск. 22. Тулли хутаççисене ашакĕсем çинчен çĕре антара-антара лартнă. Букв. 1886. Пĕр каçхине пирĕн, тукăнпа (с ободьями) Чĕмпĕре каяс тесе, тиесе лартрĕç. Ib. 1904. Çӳлтен çăвать, аялтан шăла-шăла лартать (задувает мятель). N. Сăмавара крант çыпăçтарса лартрĕç. К самовару приделали кран. Сятра. Серете çуса лартрăм. Я вымыла пол. Ib. Шотласа лартрăм. Я решил. Кан. Çурт çийĕсене пĕтĕмпех витсе лартаççĕ. Ib. Вăт, куçа шур (бельмо) илсе лартрĕ. Пир. Ял. Чул кăларнă хушăра сасартăк çыран ишĕлсе аннă та, Арçенти Егорăва аяла туса лартнă (завалил). N. Чоаш кĕрĕкĕ тăхăнса лартнă (надел). N. Ĕçсе лартса (напился). N. Эсĕ чоашла лайăх вĕренсе лартса (выучился). Хорачка. Хырăн тотă — çисе лартса (наелся), ĕçсе лартса. N. Вăл пире темиçешер сехет юрлаттарса лартрĕ (или: лартатьчĕ, т. е. заставлял сидеть и петь).

лачкам

промокший на сквозь; мокрый как „зюзя“. Етрух. Ачасем килне тавăрăннă чухне аран утса тавăрнаççĕ, хăйсем лачкам. Шибач. Лачкамах полтăм (совершенно мокрый). Ib. Лачкамах йĕпентĕм. Орау. Паян çăмăр айĕнче лачкам пултăм (промок до костей). Беседы на м. г. Унăн пичĕ çинче куççӳлĕпе йĕпетсе лачкам тунă тутăр выртнă. Янш.-Норв. Шыва кĕрсе, вĕсем лачкам пулаççĕ те, тата урамсем тăрăх витре илсе, çынсене шывпа сапса çӳреççĕ. Альш. Вĕсене (дома) пĕтĕмпе лачкам шыв тунă, нассуспа сайса (поливая). Сред. Юм. Лачкам шыв пôлнă. (Говорят, если очень вспотел). Ib. Ора лачкам шыв пôлчĕ (вымочил ноги). Ib. Чуптара тăркачă, лаша лачкам шывва ӳкрĕ (стала словно искупанная). || Шорк. Лачкам ĕссĕр. Очень пьян.

лаша-выльăх

вообще лошади. Сред. Юм. Юрк. Пысăк учуксенче лаша-выльăх пусаççĕ; унсăрăн юрамас пулат. Альш. Лаша-выльăх усраман çын та иккĕ-виççĕрен ытла мар-тăр. Истор. Пуринчен ытла вĕсем лаша-выльăх нумай тытнă. || Мерин. СТИК. К. Кушки. Лаша-выльăх кĕсре пек ачаш пулмас, чăтăмлă (выносливее) пулат.

ленчел

(лэн’џ̌эл’), ослабеть физически, сделаться вялым физически, изнуриться; измочалиться. N. Вĕсем вăрман касса ленчелнĕ. Они от рубки леса сильно изнурились или ослабли физически. N. Ку старик ленчелнĕ ĕнтĕ.

леш

(лэш), с афф. З л. лешĕ (лэжэ̆), тот. Альш. Леш ешĕл хăмăшĕ çуллен кӳл варринерех куçат (в заростающем озере). Этем йăхĕ еп. пуç. кай. 72. Анчах вĕсем лешсенчен йăлтах урăхла. Ой-к. Иван татах хĕçе туса пĕтерсен (сделали), тула выляма тухрĕ те, татах хĕçне утрĕ те, кăкăр шăмми çине тăрăнса ларчĕ (воткнулась), тет. Вăл вара лешин пек саланса каймарĕ (сабля не разбилась так, как та, прежняя), тет. Ск. и пред. 16. Чĕнсе килчĕç çав çынсем юмăç-тухатмăшсене. Пур таврари ялсенчен пуçтарăнчĕç лешĕсем. Н. Шихаб. Лешĕсем япалисене илеççĕ те, улталаса: çапла тумалла, капла тумалла, тесе, вĕрентсе яраççĕ. || То же, что шуйттан. Этим же сл. иногда вообше обозн. предметы, настоящее назв. которых нежелательно или непристойно. || Черти. Сред. Юм. Мана, çавра çил пôлса, лешсĕм çакăнта ипсе килчĕç. Ib. Лешсĕм (или: леш) ôлгатарса кайнă. 1. Злые духи испортили человека (ôхмаха ертнĕ). 2. Сменили те (известные люди). Ib. Тăр-кăнтăрла, çĕрле лешсĕм çӳреççĕ, тет. По ночам и в самый полдень ходит нечистая сила. (Нар. поверье).

лӳппер

(лӳппэр), неподвижный, неповоротливый, напр. лошадь, человек (а „мĕшĕлкке“ — копотун). Ст. Чек. Сборн. по мед. Ӳсессе вĕсем лӳппер, имшер, вăйсăр пулса ӳсеççĕ. Этем йăх. еп. пуç. кай 42. Лемурсем çĕрле çӳреççĕ; вĕсем лӳппер, упăтесем пек çăмăл мар. Сред. Юм. Лӳппер — хăвăрт ôтса çӳремен çын. Хурамал, Городище. Лӳппер, вялый. Тюрл. Лӳппер, лентяй. Н. Седяк. Лӳппер = юлхав. N. Лӳппер утать. Шагает тяжело, неестественно, лениво. СПВВ. ФВ. Лӳппер — юлхав çын; чут пӳне йăтса çӳрекен çынна калаççĕ. Орау. Лӳппер (= кăнттам тыткалать), неловкий, неуклюжий; неповоротливый, крупного сложения. СПВВ. ЕС. Лӳппер — ури аллисене лап-лап пусса çӳрекен çын. СПВВ. ФИ. Лӳппер — йывăр çын, аран хăне хăй чух сĕтĕрсе çӳрекен (иначе: палван, кĕсмен). Н. Уз. Лӳппер [употребл. и в шутку, любя (юратса)].

лăпкăн

тихо, смирно, спокойно. ССО. Вĕсем сасартăках пуçĕсене чикнĕ те, çавăнтах ăйха кайнă пек лăпкăн вилсе кайнă. О заступл. Унăн пурăнăçĕ хӳллен шăнкăртатса юхса выртакан шыв пек лăпкăн иртнĕ.

лĕкĕ

(лэ̃гэ̆, Пшкрт: лэ̆ҕэ̆), перхоть. Изамб. Т. Пуçра лĕкĕ нуммаййипе тура та кĕмес. О сохр. здор. Çав шатрасем (сыпь) пĕр виç-тăват кунтан пĕтеççĕ те, вĕсем вырăнне лĕкĕ ларса юлать. (Корь). СПВВ. ИА. Мур лĕкĕ пек йĕрсе (= ерсе) килет, теççĕ. СПВВ. ЕХ. Лĕкĕ – пуçри çӳпĕ. Зап. ВНО. Пуçне лĕкĕ тулнă. || Белые волоконца, отделяющиеся от грубого холста при трении его, напр., о сукно и пр. Яргуньк. Якейк. Поставпа потклаткă хошшинче сĕркеленсе лĕкĕ тăкăннă. || Маленькие частицы различных предметов, примешавшиеся к воде. Якейк, Шура лĕкĕ нумай, ĕçме япăх. Янтик. Пит лекĕллĕ ку шыв, пăх халĕ мĕн чул ларнă стаккан тĕпне! Зап. ВНО. Кăвакал сăмси лĕкĕ ăшĕнче, карчăк кучĕ кĕл ăшĕнче. || Сор, пыль. Сред. Юм. Лĕкĕ ларнă = тусан ларнă.

май

сторона. N. Пĕр май (= майĕ) хир, пĕр май (= майĕ) вăрман (вăлă кĕрĕк). N. Ашăн (мясо) тепĕр майĕ шыв çине пулать. N. Патака (палку) тытатăп та, тепĕр май çавăрса хуратăп (кладу другою стороною). Альш. Вăл куçсенĕн („куç“ здесь — один из прямоугольников, на которые разбито поле) пĕр майĕ 160 хăлаç, тепĕр майĕ 150 хăлаç, теççĕ. Рукоп. календ. 1908. Пĕр майĕ типсен... Когда высохнет одна сторона... Альш. Урамĕсен майĕсем, сарлакăшĕ, тăрăшĕ. N. Кашни йывăçа лартнă чухне ăна малтан пăхатăн: хăш майĕ унăн кăнтăр енче пулнă, хăш майĕ çурçĕр енче. Вара лартнă чухне те кăнтăр енче ларнă майне кăнтăр енне тăватăн, çурçĕр енче ларнă майне-çурçĕр енне. Т. II. Загадки. Пĕр май пăхсан курăнать, тепĕр май пăхсан курăнмасть. (Чĕрне). Ивановка. Пĕр майĕнчен (с одной стороны) — аттесем пĕлмен пирки, тепĕр енчен — хам йĕркине пĕлменнипе. || Направление, сторона. Альш. † Эпирех каятпăр киле май (по направлению к дому), пирĕн кӳлнĕ утсем çиле май. Ib. † Хура шывсем юхат аната май, сарă хăмăш тайăлат шывалла май. Толст. Пĕр чĕнмесĕр килелле май ута пачĕ, тет. Букв. 1908. Чан сасси илтĕннĕ май кайнă та, килне тупнă. N. Унтан вара лашипе таврăннă (с кладбища) маях (т. е. во. время возвращения на лошади) — пĕр ачана ял тавра кăшкăрса çӳреме яраççĕ. (Похороны). Чув. пр. о пог. 134. Çавра çил хĕвеле май çавăрăнать. Вихрь всегда вращается по солнцу. К.-Кушки. Пĕр май туртсан, çурăлмас; тепĕр май туртсан, çурăлат (сукно). N. Капла май, в этом направлении, в эту сторону. Юрк. Виç хут хĕвел майĕ çаврăнаççĕ. Они объезжают трижды пôсолонь. Янтик. Хăш май кайсан, лайăхрах пулĕ-ши пире. Айта кайăпăр шыва май. ЧП. Вуник хурама пĕр кăкран, кашни турачĕ çил майне (çил майлă, çил енне). Хĕн-хур. Кайма Ануша çиле май пулнă, çавăнпа вăл хытă утнă. Менча Ч. Унпа пĕрле пӳртри çынсем пурте, ура çине тăрса, пĕр чĕнмесĕр кĕлтăвакан май пăхса, чӳклекен сăмахсене итлесе тăраççĕ. Толст. Пĕр чĕнмесĕр килелле май ута пачĕ, тет. Шел. 61. Çуркуннехи ăш хĕвел сиксе тухрĕ хĕрелсе, ялтартатса, ялкăшса, çӳлелле май çĕкленсе. О сохр. здор. 99. Çулла çав шăтăка маях уçă тытас пулать. ЧС. Яла çитрĕмĕр тепĕр çын хапхи умĕнче ача кӳми ларат, кӳми çине тĕкĕ майĕпе (шерсть вверх) кĕрĕк витсе хӳнă. || По пути. N. Мана май каякансем те пурччĕ. Мана май килекенсем те пурччĕ. N. Пасара кайнă майпа çавăн патне кĕрсе тухас халь! По пути на базар надо зайти к нему! N. Çул çӳренĕ майпа кĕркелесе тухкала! Заезжай по пути! || В перен. см. (сторона). Арç. Çылăх майне каякан. N. Каллех укçа ыйтаççĕ. Ку каллех нимĕн май калама та пултараймаст. Конст. чăв. Ĕнтĕ çутăлас майне кайнăччĕ пулĕ. Вероятно, уже приближался рассвет (дело шло к рассвету). Макс. Чăв. к. I, 54. Микула çитет — вăйя май, Хăят çитет — ĕçе май. Приходит Никола — дело идет к хороводам; подходит ярмарка в Кияти — дело идет к страде. Полтава 9. Çамрăк чĕрен шухăшĕ куллен-кунах урăх май (иная). Сам. 3. Тĕрлĕ халăхсен пурнăçне сăнанă май, вăл салтаксемпе рабочисен сăйне (слой), тата ыттине тепĕлет. Юрк. † Хир-хир урлă кайса, тус пултăм, хамăра килме-кайма майĕшĕн (чтобы было к кому ходить в гости, чтобы было кого навещать). || По. N. Шыва май яр. Пусти по течению. Кĕвĕсем. Çирĕк çӳлçи çиле май, вĕрене çӳлçи хăйне май. Ăсатассăр пулсан, кил ăсатăр: пирĕн кӳлнĕ утсем киле май. N. † Сикрĕм-лартăм кимĕ çине, юхрăм-кайрăм шыва май. (Хĕр йĕри). Вопр. Смоленск. Пысăк шăва май пĕлĕтсем юха пуçласан, çăмăр çăват. Если облака идут по течению большой реки, то будет дождь N. Çырма тулли шыв юхать, шывĕ майпе чул çавăрнат. ТММ. Лаши май пуши. По лошади и кнут. N. Лаши май нушши (= пуши), çӳпçи май хупăлчи. (Послов.). || Вследствие. Толст. Хăйĕн салтакĕсене уйăрăлса каяс майпа (на расставаньи) тăватă витре эрех лартнă та, кайма хатĕрленнĕ. Ib. Урапи (колесо) çаврăннă майпа пуканисем (приделанные к валу колеса) сиксе тăнă. || Повод, причина, случай. ЧС. Курма пыма май пултăр, тесе... Чтобы был повод притти повидать. N. Ман çырăва çĕмĕрнĕ майпа ятне çырман пулĕ. Не написал имени, потому что вскрыл мое письмо. Б. Яныши. Эпир ĕшлепке тунă майпа сисмен те, çакут шыв хĕрине пынă та, ĕçме тапратнă. Якейк. Вăл вăсене тавăрмашкăн тахçанах май шыратьчĕ, паян тин топпĕр (тупрĕ). Он давно искал повода досадить им, наконец теперь нашёл. ЧП. Хĕрсем кайса пĕтсессĕн, пире выляма май ӳкнĕ (выпал случай поиграть) Кан. Югослави правителстви хăйне хирĕç тăракан хорват халăхне пусарса лартас майпа (чтобы...) Хорватири пуçлăхсене улăштарма тытăннă. КАЯ. Пĕр пĕр кĕсене (= кусене, этих) улталамалла май çук-ши тесе, шухăшла пуçларăм. || Способ. Шурăм-п. Çимен „физика“ пĕлмест пулсан (та), Мариье сахалрах тивмеле май тупрĕ. Б. Хирлепы. † Апай пачĕ уй хĕрне (на край степи): шăнса вилтĕр, терĕ пулĕ, хамăр та майне пĕлетпĕр. Абыз. Епле майпа вĕлерес (его) теçе, вăхăт шыранă. ЧС. Çынсем хай луçа (= пăшие) çырмаран ниепле майпа çавăтса хăпартаймарĕç. БАБ. Çав киреметсене пуç-çапма пĕтĕмпех ак епле майпа пăрахнă. Якейк. Эпĕр майне пĕлетпĕр, шăва кайса вилес çок. Найдем способ не утонуть. N. Вĕсене хăтарма пĕр май анчах. Ст. Чек. Урăхла вĕлле тума май тупнă. N. Пурте пĕрле канашласа, терлĕ майран шухăшласа, чухласа, халăха мĕн кирлине туса татаççĕ. Ау 383°. Май пĕлекен çу çинĕ, тет. (Послов.). Тюрл. Порăнăç тытмашкăн май пĕлет. О сохр. здор. Анчах унтан епле хăтăлмалли майне пĕлеймест. Ib. Çын ăшне вĕсем (глисты) тĕрлĕ майпа лекеççĕ (попадают). N. Ку упа пĕренене темиçе май та тĕрткелесе пăхрĕ, тет, анчах пĕрени кăна шав (всё) тавăрмасăр хăвармарĕ, тет. || Сноровка. Альш. Кĕрешме май кирлĕ. Для борьбы надо иметь сноровку. Ib. † Хурчăка тĕк маттур ачасем хăйне май хăй шырат-çке. ПВЧ. Хăйсем майне пĕлмеççĕ те, хăйсем сĕнме пĕлмеççĕ (не знают порядков, не умеют подносить). || Возможность. Ст. Чек. Май пусан, тутарла вĕренĕттĕм те, май çук. N. Май пур-и? Есть ли возможность. N. Манăн тарса хăтăлма май пĕтрĕ. Бес. чув. Унăн салтакран юлма майĕ пулман. Якейк. † Тĕпĕр-тĕпĕр туй килет, пӳртекинче май килет. (Ахăрни çинчен). Сĕт-к. Апла калама май килет. Так можно выразиться. || Из-за. Кан. Утă çулас вăхăтра час-часах çăмăрсем пулкаланă май кăçал Турхан çыннисем çарансене хăвăртрах пуçтараймарĕç. || По шерсти (иносказат.). N. Май юрать, хирĕç юрамасть N. „Счет степеней у некрещеных чуваш такой же, как и у нас. В кровном родстве брак дозволяется только в 7-ой степени. Но в других видах родства, брак позволяется и в близких степенях. Так можно женитьься на свояченице, на племяннице своей жены, на жене умершего брата. Как говорят они: „Май юрать, хирĕç юрамасть“. Сред. Юм. Май-тăк май, май мар-тăк марш! (Если ему в должности живется хорошо, то он будет тут жить, а если плохо — уйдёт). К. Кушки. † Манăн вăта пӳрнери кĕмĕл çĕрĕ ялан купăс кĕвви май çаврăнат. || Лад. Лашм. † Хамăра маях çавăртăмăр (невесту). N. Пирĕн пурсăмăрăн та çавă ултавçă юмăç патне каяс пулмаç, вăл тем те хушать; юмăç вăл шуйттанпа пĕр май (заодно с чортом). Баран. 73. Ĕç май пулмасан (если дело не шло на лад), вĕсемпе пĕрле хуйхăрма хатĕр тăнă. N. Тусне те хăй майне çавăрса (на свой лад), хăй пек ырă тăвать. Альш. Вăл хăй ăшĕнче шухăшлат: епле хăй майне патшана çавăрас, тесе шухăшлат (сказки). Скф. 25. Ку çын сире, улталаса, хăй майне çавăрать. N. Сан майăпа мана аван пултăр. || Порядок. N. Тахăçанах: хамшăн ĕçлесе, хам кил-çурта çĕнĕ майпа ярасчĕ-ха, тесе тăраканскер, вăл çавантах ĕçе пикенчĕ. N. Май еннелле кайсан. || Толк. Пшкрш. Онта кайса килтĕм те, майă (= майĕ) çок (нет толку), тет Ib. Онта кайса килтĕм те, майă çок (толку нет), тет. Чăв. й. пур. 5. Нимĕн майĕ те çук ĕнтĕ. Никуда не годится, из рук вон. || Природа. N. Хăйсем майĕпе (по природе их) вĕсене вăй хăват панă (дал). || Уклад, ratio. N. Вĕрентес тĕлĕшре, пурăнăç майĕнче (в жизни), хушса калаç тĕлĕшре, ĕненнĕ, юратнă, чăтнă, çилле пăрахнă çĕрте эсĕ ман хыççăн кайрăн. || Подобие, образ, форма. Юрк. † Илтĕм аллăма купăс, купăс майĕ пĕтнĕ мĕн. N. Куллен тăхăнакан тумтирри унăн тумтир майĕ те пулман. Кан. Тултан та, шалтан та савăт майĕ çукчĕ. Ст. Шаймурз. † Пĕвĕ-çийĕ майĕ çук: вилнĕ лаша шăмми пек. Сред. Юм. Пăртак туйя майĕ пôр (говорит молодец, пробуя палку: „ничего, палка похожа на палку“, т. е. недурная, не плохая). || Вверх лицом, верхушкой вверх. К.-Кушки. Эп çĕлĕке пăрахрăм та, вăл май ӳкрĕ. Я бросил шапку, и она упала верхушкой вверх.

майĕ-майĕпе

(-э̆бэ), мало-по-малу, постепенно. ЧС. Çапла вара еррипе майĕ-майĕпе тирпейлесе çитереççĕ те, çĕр-шыв типсе çитсессĕн, акана хускалса тухаççĕ. Орау. Майĕ-майĕпе хурса тухнă. Ib. Майĕ майĕпе хăех килĕшĕ-ха. Ib. Ĕç майĕ-майĕпе-хăех пулса пыраканччĕ те-ха вăл... Истор. Пурăнсан-пурăнсан, вĕсем унтан майĕ-майĕпе урăх çĕрелле те сарăлса кайнă (разошлись).

майĕпе

потихоньку; постепенно. Аттик. Хĕвел пĕçернипе юрсем майĕпе ирĕлсе пĕтеççĕ. Шурăм-п. Кайран хуллен тухса (из оврага), Атăл çине майĕпе пырса пăхатпăр. Нижар. † Çак ял ачисем хĕр тиркерĕç, тупайрĕç-и-ха майĕпе? Календ. 1911. Чылай çӳресен, вăл майĕпе (scr. майпе) анма пуçланă. Сам. 10. Сар ырашлă тыр ани çăралать майпех. КС. Майĕпе анчах пырать. НТЧ. Çапла пурне те хатĕрлесе çитерсен, хай (упомянутая) арăм пĕр пĕчик чашăк çине пăттине антарать, тата чашăк хĕррине пĕр пашалу, виç юсман хурать. Изамб. Т. Майĕпе сиктерсе илеççĕ пĕтĕм сарăм пĕтиччен. || По (направлению). Ярмушка-к. † Уй хапхине, ай, пир сартăм карта (изгородь) кукри майĕпе. || Вследствие, по мере того, как; сообразно, по. Альш, Ку ача çул çинче пĕр утă лавĕ тĕл пулат та, çиес килнĕ майĕпе çăтат-ярат, тет. Янтик. Ача, аташнă майĕпе, вырăн çинчен тăра-тăра, пӳртре çапкаланса çӳрет. Ходите во свете. Школа (шкул) çывăхра майĕпе (так как ш. была близко) юрлă çынсем те ачисене çӳретме пултарнă. О сохр. здор. Типĕ тумтир тупса улăштарма питех май килмесессĕн, çав çири йĕпине пӳртре ăшă çĕртре çирех майĕпе типĕтме те юрат. Çутт. 112. Çур майĕпе хресченсен ĕмĕрхи, асран кайми ака-суха (пахога) шухăшĕ вăранать. Кан. Кĕçĕн шкулсем юрăхлă ачасем тăратнă майĕпе тин техникумсене кĕме çителĕклĕ вĕрентме пултарĕç. Букв. 1904. Хайхи качака ухмах майĕпе пусса (в колодец) тилĕ çине сике парать. N. Вăрçа хатĕрленсе тăман майĕпе, вăрçă ĕçне пĕлмен майĕпе, е вăрçăра виле-виле пĕтнĕ, е вăрмансене тара-тара пытаннă. Вино-яд. Эсир хăвăр пĕлмен майĕпе анчах эрех ĕçме хушатăр. Альш. Пупĕ ывăннă майĕпе аран-аран уткаланă. (Сказка). N. Йорĕ-çке, окçи майĕпе пырать! Ладно, по деньгам и покупка! (Гов., когда купят дешевую и плохую вещь). ЧС. Тата лашасене тытнă чух, хăранă майĕпе алă-ура чĕтресе, лашасене те хăпăл-хапăлах тытса, сиксе утланмалла мар. N. Çыру тăрăх, ăс пухакан, вăхăт килнĕ майĕпе, (в благоприятное время досуга) пухса пырать ăна. Шурăм-п. 28. Пĕри ӳсĕртерех майĕпе (будучи пьяноват), тӳпелешсен тӳпелешсен, пуртă илсе тухнă та, мăйĕнчен яра панă (хватил). П. Патт. 28. Кăвакалсем хытă вĕçсе пынă майĕпе вăл хăй кăшкăрса янă. Орау. Сăвă майĕпе кашни ача çине пӳрнипе кăтартса, утса çавăрнат. Чав. юм. 1924, 57. Хурăнсем çил çук майĕпе (так как нет ветра) шăпăрт тăраççĕ. Никит. Вĕсем те пулин начар, апат çук майĕпе (от бескормицы) пулас. Шурăм-п. Вăхăт иртнĕ майĕпе çумăр çывăхарса килет. Образцы. Вунçичĕ çулхи сасăçăм, çаврăнать купăс майĕпе. Ib. Кĕмĕл çĕрĕ, мерчен куç çаврăнат ăстан майĕпе. N. Кам салтака каяс мар майĕпе хăйне мĕн те пулин тăвĕ. Сам. 73. Хăй майĕпе ĕçлеме пулнă унăн ват лаша. Алешк.-Сапл. † Кĕмĕлех те çĕрĕ çырулă куç, çаврăнать-çке çыру майĕпе.

маййăн

сообразно. Альш. Кĕвĕ каланă маййăнах тата тек (всё) унталла та кунталла... Çавăрăнаççĕ (в хороводе). Ib. Вĕсем хăшĕ-хăшĕ халĕ те астăваççĕ вырăсла вĕреннĕ юрăсене. Анчах вăл юрăсене вĕсем хăйсене маййăн (на свой лад) юрлаççĕ. Ib. Урисем (т. е. обувь) вĕсен тутарла маййăнччĕ (как у татар). Ib. Кусем çав хĕре йăтнă маййăнах (кутăн тытса), кĕрӳшĕ, пĕтĕм туй халăхĕ, çав каччи ашшĕ-амăшĕ умне пырса, тăраççĕ — пуççапаççĕ. (Невесту вносит в избу, положив ее себе через плечо, тĕтешĕ). Ib. Елшелин те хирĕ (поле) çапла маййăнах (таково же). || Правильно. N. Маййăн, правильно (напр, родиться). См. кутăн.

майлаштар

понуд. ф. от майлаш. (устраивать и пр.). Альш. Çапла майлаштарса пурăннă вĕсем. Толст. Вĕсен пĕчĕкçĕ ывăл ачи урайĕнче хăма татăкĕсемпе выляса темĕскер майлаштаркаласа ларнă (что-то устраивал, налаживал). Кан. Крематори çуртне Донской мăнастир чиркĕвĕнчен майлаштарса тунă. Ib. Кил хуçине майлаштарасшăн, хăй çуттине (водки) илсе килтерсе ĕçтерме пуçлать. Орау. Мункунччен еплĕ-те-пулсан çак пир-авăра майлаштарасчĕ (нужно бы покончить с тканьем). Ib. Ачана майлаштар-ха (уйми), кус, тек макăрать. Чем люди живы. Çавăн пекех пур çын та хăй майлаштарнипе мар, пĕр-пĕрне юратса пурăннипе чĕрĕ пулать. || Чинить. Альш. Вĕсем вара, лаша вити тупса, ăна тасатса, майлаштарса лартаççĕ. Орау. Çак хапха таврашне майлаштарсан, кĕлет çине витсĕ пăрахсан, тата картари тирслĕке тăксан, пит пуç çинче тăракан ĕçсем пĕтетчĕç те-ха...

майлă

похожий, подобный; похоже, подобно. N. Çавăн майлă, подобный этому. N. Санăн калаçни те (наречие) çавсен майлă. Пшкрт. Майлă çын = йосо çын. Виçĕ пус. 6. Çĕртен çапла пĕр тĕрлĕ япаласем илсе тăнăран, вĕсен çимĕçĕсем те пĕр майлăрахах пулаççĕ. Альш. Мĕнле майлă-ши кусенĕн урамĕсем? Сред. Юм. Çавăн майлăрахах. Подобный ему. Регули 641. Чăваш майлă (чăвашла майлă) томтир пор. Ib. 1263. Çармăс майлă томланчĕ. СКАЗЗ 55. Ыттисене вĕлернĕ майлах кăна-та... хĕçпе, çывăрнă чух, пĕрре çапса вĕлерет. || Красиво. Образцы. Улача кĕпенĕн умĕ ука: умĕсенчен пăхсассăн, майлă-çке. Кан. Çуртсене кунта майлă лартаççĕ. ЧП. Вырăси выртсах кулайрат, майри майлă кулайрат. || Удобный, годный; удобно, годно. Ст. Чек. Майлă; 1) удобно, 2) подобно; сысна майлă, как свинья. Ib. Майлă мар, неудобно. Сборн. по мед. Ача (при родах) майлă килсен, ăна илесси йывăр ĕç мар; анчах майсăр килсен, вара часрах доктор патне ярас пулать. N. Майлă лар (напр., о брошенном ковше: упасть отверстием вверх). || Сходно, выгодно, подходяще. Зап. ВНО. N. Хăйсене епле майлă (выгодно), çапла каласа ларнă (говорили). Юрк. Унта ман майлă хыпар калаçаççĕ. || По (иногда с дат. п.). ЧС. Сĕрен кашни ялта урăх майлăрах (несколько по-иному) тăваççĕ: хăш ялта ут яраççĕ, хăш ялта çуран çăмарта пухса çӳреççĕ. Изванк. Сана виçĕ лашапа, кӳмепе хĕвел майлă ăсатса яратпăр. (Изгнание мора). Ходар. Пăтă чӳкленĕ чух тытса тăнă куркисене (ковши, которые держали во время моленья кашей) чĕрес çине тытса, хĕвеле майлă (посолонь) виççĕ çавăрат... (чӳклеме). ТХКА 110. Эс калашле, анаталла, хĕвеле хирĕçле майлă утар (пойдĕм) эппин. Регули 1261. Çолсăр çĕрĕн çол майлă каять. N. † Окошка умĕнчи кăвак çеçки пӳрте майлă выртмаççĕ, йăлт хирĕçле выртаççĕ. N. Вара ура сырнă майлă кантăрисене çыхаççĕ (покойнику). N. Ик майлă çул. Якейк. Воник чăрăш пĕр котран, тораттисам пĕр майлă (в одну сторону). Абыз. † Вуник çăка пĕр кутра (так!), турачĕсемĕр хăй майлă, çулчисемĕр çил майлă, хальхи хĕрсем яшă майлă (похожи на парней). ЙФН. † Пирĕн лаши кил майлă, хӳри-çилхи çил майлă, эпĕр хамăр туй майлă. (Свад. п.). Толст. Пур япаланăн та пайĕсем (кристаллы) хăйне майлă (на свой особый лад) пулаççĕ. || За, согласно с... Юрк. Эсĕ те вĕсем майлă калаçатан. Регули 1262. Манăн майлă пол. N. Порте он майлах поплеççĕ. Кан. Хăйне майлă çавăрасшăн. N. Ялти ĕçлĕ çынсем ĕçе пуян майлă (в пользу богатых) анчах тунă. ЧС. Ертеллипе пĕр майлă пулаççĕ (сговариваются). N. Пĕр майлă пул, согласиться. N. Вĕсене ĕçлеме майлă пулнă. СТИК. Пире майлă мар кунта; атя часрах шăвар! Нам здесь не сдобровать; уйдем скорее тайком! Чăв. й. пур. 20° Патакăн вĕçĕ иккĕ, хашĕ вăйлă, ун майлă пулать. V. S. Унăн майлă, его сторонник. || Около, приблизительно. N. Ултçĕр пăт майлă тырă.

макăр

(магы̆р), плакать, рыдать, {{anchor|DdeLink24721091272258}} „реветь“. Беседы. Çапла каласанах, вăл макăрса яра панă, вара пĕтĕм çул тăрăшшипе макăрса, уласа пынă. N. Мана курсаннах, вĕсем пурте макăрса ячĕç (заплакали). ЧС. Анне куçне те уçимаçт — макрать. Тогаево. Эпир он патне çитрĕмĕр те, вăл пире корса, хĕпĕртесе, макăрса яра пачĕ. Чураль-к. Кайнă чух макăрса каять, килнĕ чух хăсса килет. (Витрепе шыв патне кайни). Регули 227. Старик макра-макра (с плачем) исе карĕ. Ib. 263. Макăрмасăр каларĕ. Ib. 151. Макăрнăран он куçĕ хĕрелне. N. Йăван макăра-макăрах (со слезами; по построению срв. хăра-хăрах) шăтăк патне (к могиле) кайнă. Шинар-п. Пирĕн аппасем макра-макра япаласем çуртран калараççĕ. Б. Хирлепы. † Якку еркĕн-çичĕ еркĕн, çичĕ еркĕн те хыт макрать. N. Кăшкăрса макрать, çуйăхса макрать (тонко, пронзительно, о женщине и ребенке); уласа макрать, ĕсеклесе макрать; вилес пек макрать (самый сильный плач). || Мычать, блеять. Изамб. Т. Ĕне, сурăх, качака макăрать, вăкăр мĕкĕрет. N. Сурăх, качака макăрать. Сред. Юм. Ĕне макрать, сôрăх макрать. Синьял. Çеçен хирте ула ĕне макăрса çӳрет. (Тĕклĕ-тура). || Квакать. Альш. † Шурта шапа макăрат, хирте çĕлен шăхăрат. С. Тим. † Шурта шапа макăрат, пĕтĕм шура ян ярат. || Каркать. Чув. пр. о пог. 248. Ула курак хĕвел тухăçĕ енелле пăхса макăрсан.. (если ворона каркает, смотря на восток...). Собр. Чашкă айĕнче чакак макрать. (Лаша ури айĕнчи юр). || Мяукать (кошка). || Выть. Б. Ильгыши. Йăтă хырăмĕ выçнипа вăрман тăрăх макăрса çӳренĕ, тет. С. Айб. † Çӳл ту çинче сăсар макăрать, тин çуралнă ача сасси пек. || Скулить (о собаке). В. Олг., КС. || О пчелиной матке. Торх. Ама макрать (макрат'). Матка поёт (сидя в маточнике; она уже созрела и готова к выходу из маточника). АПП. † Хурт ами макрать, ай, пыл çукран. || Скрипеть (о телеге). Собр. Урапана çу сĕрмесен, макрат, теççĕ. (Послов.).

малалла

по направлению вперёд. Юрк. Малашне унăн пурăнăçĕ малалла кайĕ-çке. Шурăм-п. Ыйхи килмест, малалла вăрласа пуясси ăшран каймасть (нейдёт с ума). Артюшк. Çак сăмахсене пуçламăшĕнчех, тата малалла та пур (дальше еще были написаны слова). Юрк. Суха сухаланă чухне ана малалла пĕтсен, тырă лайăх пулат; каялла пĕтсен, начар пулат. Б. Яныши. Пĕри пирĕн пата пурчĕ (= пычĕ) те, мана хăй вырăнне малалла ĕçлеме кайма хушрĕ. N. Эп малалла кайимастăп („утимастăп“ — если ноги не идут). Я больше не могу итти. N. Эп малалла каймастăп. Дальше я не пойду. Бгтр. † Палан-йывăç палашать (присловье к сл. палашас?), пирĕн палашас малалла. N. Унтан иккĕшĕ те малалла кайнă. N. Усал чĕлхелĕ çын çĕр çинче малалла каяймĕ. Изванк. Çĕр тавраш тусассăн, этем ывăлĕ-хĕр(ĕ) пурнăç малалла кайнăçем малалла кайса пырат, теççĕ. N. Малалла ирт (е: кĕрекенелле ирт)! теççĕ, кам та пулсан чыслă (почтенный) çын килсен. ЧС. Эсĕ пире çак ĕçе тума малалла ярса пырах (дай успех. Моленье). Образцы 92. Ан йĕр, атте, ан йĕр, анне, санăн йĕресси малалла! (впереди). ПВЧ. Эпĕ шох(ă)шлатăп малалла та, ĕмĕр иртет каялла. Я надеюсь на будущее, а век (ваш) уже проходит. Сунт. Ĕпĕ, унта кайса лариччен, пĕр йĕке кĕнчеле авăрлам, вăл та малаллах пулать (пригодится на будущее время). || Больше, кроме того. Эльбарус. Тарман пулсан сире хĕртетчĕç-çке вĕсем, амантатьчĕç-çке, терĕ те, малалла урăх каламарĕ. Собр. Çынна улталакан хăй те малалла каймасть, теççĕ. (Послов.). В. Буян. † Укçа паракан пиччене турă ятăр малалла. || По направлению на, восток. N. Çынсем çаранĕ çине çитсессĕн, малалла тăрса, сăхсăхаççĕ. Орау. Вăл пиртен малалларах пурăнатьчĕ (несколько восточнее). Ib. Малалларахра, в (на) пространстве, лежащем (от нас) к востоку.

малти кая

так кричат при виде стаи летящих гусей или журавлей. N. Кайрантарах хур-кайăксем килеççĕ (прилетают). Вĕсем килнине курсан, ачасем: малти кая, кайри мала! тесе кăçкăраççĕ.

манерлĕ

подобный. Янш.-Норв. Вăл вутăшсем хăйсем çын манерлех, теççĕ. N. Пĕр-пĕр иккĕшĕ те пĕр манерлĕ çын тупăнсан, вĕсем сивĕтнине пăхмаççĕ. Якейк. † Пирн варли поласси порте хамăр манерлĕ. || Удобный, ладный. N. Пĕр арăм король арăмĕ вырăнĕ çине: малашне пире те манерлĕрех ларма юрать, тесе, пырса ларчĕ, тет. || Приблизительно. Якейк. Ман килте виç эрне манерлех (почти) порнас полать-хе. Ib. Эпĕр паян пилĕк тенкĕ манерлĕ çăмартаран усă илтĕмĕр. Ib. Ик сахат манерлĕ кĕтсе лартăм. Я ждал часа два. Манерсĕр, весьма. Сред. Юм. Манерсĕр лайăх, очень хороший.

мар

(мар), не (отрицание). Ала 10. Эпĕ уна (с нею) çыпăçас мар та (если не...), манăнне сăмсана йытă çитăр! N. Тĕнче хĕсĕр мар. (Послов.). N. Хаклă таварсем анчах, мар-и онăн! Алекс. Нев. Шăммисене пĕрте хăварар мар! (давайте не оставим!). N. Улма кирлĕ мар-и? — Мĕн улми тата! Не хочешь ли (не издоли) яблоков? — Какие там еще яблоки! Альш. Унта та пĕрттех каймаççĕ мар. Тяпшяево. Эпĕ курпуна курмасăр вилес марччĕ. Не хотел бы я умереть, не увидев конька горбунка. Регули 269. Он (вăл) тытмалла мар. Ib. 270. Она тытмаяла мар. Ib. Эп паян ĕçлеме мар (не на работу) кайрăм. Ib. 272. Паян ĕçлес мар пирĕн. Ib. 281. Окçа кирлĕ маршăн та каймастăп эп онта. Ib. 414. Паян лапра мар. Сегодня не грязно. Ib. 33. Паян ĕçлемелле мар-и? Ib. 109. Эп конта мар (не здесь) ĕçлесшĕн, эп лере ĕçлесшĕн. Ib. 110. Эп конта ĕçлесшĕн мар кисе. Ib. 1152. Икш мар кирлĕ, пилĕк кирлĕ. Ib. 1464. Эп ялта порнатăп, холара мар. Ib. 1465. Эп холара мар порнатăп (или: холара порăнмастăп), эп ялта порнатăп. Ib. 1490. Ашшĕ мар (мар анчах), амăш те килнĕ Ib. 1492. Эп çулла мар анчах пырса, эп хĕлле те пырса. Ib. 1493. Тытма мар, пре те коримăрăмăр. Ib. 1495. Эп илме мар (не покупать) кисе, эп сотма кисе. Ib. 1496. Корма (корасшăн) мар анчах кайса эп, поплеме кайса. Ib. 1497. Вăл мана пама мар (не только не дал, но), кăтартмарĕ те. Ib. 1498. Вăл мана кăтартнă мар, пачĕ те она (не только показал, но и дал). Трхбл. Вуннă, темерĕç-и вара? (в Ст. Семенк.: „вуннă терĕç мар-и вара?“), Орау. Пилĕк çухрăм пулать-и унта? — Пиллĕк мар, улттă та пулать пуль. Ib. Эсĕ маншăн Иван арăмĕ; Иван арăмĕ марри пĕрех (жена ли ты Ивану или: нет — для меня безразлично); эпĕ санран уншăн-куншăн хăраса тăмастăп. Другие варианты того же высказавания: „Маншăн эсĕ Иван арăмĕ пулни нимĕн те мар“— „Санран: Иван арăмĕ, тесе, хăраса тăмалла-и-ха.“ — „Ав кала, такăш пулнă (какая персона!) Иван, арăмĕ!“ Халапсем 21. Кунта халĕ те çын пур мар-и? тесе уксах-чăлахĕ (хромой чорт) чипертерех çӳлелле пăхкала пуçлать. Юрк. Памасан, лайăх марне пĕлет.— Знает, что не хорошо, если не дать. Орау. Кайимасть те мар-и-ха вăл паян? Может быть, он и не поедет сегодня? Н. Шихабыл. Çав турăсене çилентерес мар, тесе (чтобы не прогневить), вĕсене парнесем панă. N. Вуй (= вăй) полма мар (у меня не только нет силы, но), ора çине тăримастăп. ЧС. Çав çынсем варринче лаша тесен, лаша мар; ĕне тесен, ĕне мар,— темĕскер тăрат. Аттик. Вĕсем çавăрăннă чух (во время опахивания) çырма та çырма мар, ту та ту мар, вăрман та вăрман мар (т. е. ничего не разбиарают), тӳрех шатăртаттарса (напролом) сухаласа каçса каяççĕ. (Хĕр-сухи). Панклеи. Çак лоткă айĕнче (под этой лодкой) халь çок мар-и итлесе выртакан (нет ли подслушивающего)? Байгул. Унтан упăшки; тултан кĕрет те: ку мĕн тата? тесе тĕлĕнсе каять. Арăмĕ: Иван пичче мар-и-ха [да (ды̆) это дядя Иван]; пĕлĕм (блины) çиме чĕнтĕм те, пырне типĕ пĕлĕм лартса вилнĕ пулас, хам çу илме тухсан, тет. П. И. Орл. Хайхипе калаçса пăхмăр-ши, калаçма аванах мар мар пулсан?— Не поговорите ли вы с тем человеком, если это не представит неудобства? (Заметьте повторение „мар“). Орау. Тутар мар мар-и? Может, не татарин он? Ib. Каяс мар мар-и? Не оставить ли намерение итти-то? (т. е. может быть, лучше не пойти). N. Çилентермелле мартарах каларăм. Я сказал об этом осторожно, чтобы он не рассердился. Ск. и пред. 104. Пилеш хĕрес çан алра пур марччĕ ара ун чухне? N. Ĕç-ха тырă пулнă чухне, кăçал тырă çук мар-ха! (не нет, т. е. есть). Çĕнтерчĕ 29. Чухăнсем çинине курас марччĕ. N. Ним мартан та нумай усăллă япала тума пулать. КС. Эс апла калатăн та, вăл апла мартарах пулмалла. Ты говоришь так, но оно (это), повидимому, не совсем так. Отн. употр. отр. „мар“ см. Опыт иссл. чув. синт. I и II. Различные говоры представляют здесь некоторые особенности, при чем иногда не исключена и возможность иноязычного влияния.

марта

(марда), улей. [Срв. тат. умарта, улей]. А. Турх. Марта хурчĕ (вĕлле хурчĕ), пчела. Изамб. Т. Марта хурчĕсем çăка чечекĕнчен пыл илеççĕ. СПВВ. ВА. Марта, улей. Сред. Юм. Марта (или: вĕлле), улей; марта хôрчĕ, пчела. N. Марта тесе, хуртсем лартакан вырăна калаççĕ. || Рой пчел. Мункачи. || Племя. КС. Вĕсем мартипе çавнашкал. Их племя такое. || Пенал (ушкольников).

масар юпи

намогильный столб. Альш. Чăвашсем вĕсем йӳплĕ юпа кăна („масар хĕресĕ,“ темеççĕ, „масар юпи“ теççĕ вĕсĕм) лартаççĕ те кĕтӳçисем, пыра-пыра, ăна хӳçса, вут хураççĕ.

мачча

(мацца, мачча), подволока (от русск. матица). Нюш-к. Маччана шыв кайнă Маччара кушак-кайăк нуммай. Синерь. Мачча тăрне çĕçĕ чиккĕр (воткнул). Чаду-к. Вăл, мачча тăрне хăпарса, мĕн пур каткинчи пыльне çисе янă. Ib. Пуçтарсан-пуçтарсан, вĕсем каткапа çӳле маччана лартнă. N. Унтан старикки маччана улăхать, тет. || Матица. Шурăмп. Хăтана пынă каччă тĕпеле маччаран иртсе ларсан, хĕрĕ качча пырать; алăк патĕнчех ларсан, пьшасть. Письмянка. Мачча, матица. Сред. Юм. Мачча тесе, пӳрт тӳпи хăми айне ôрлă хôракан чотланă пĕренене калаççĕ. Ib. Маччаран йон кăларни (фокус). Фокăс кăтартаканни, пĕр кôрка шыв ăсса, шĕршлĕ (кочедык) илсе, покан çине тăрать те, маччана шĕршлĕпе (= шĕшлĕпе) хыркаласа тăрать. Вара шершлине нарушнă яра парать те, фокăс кôраканнине: илсе пар-ха, тет. Леш шĕршлĕ илме пырсан, пуçĕ çине кôркари шыва яра парат. Çав вара фокăс курни пулать. || Потолок. Уганд. Мачча лутра. Потолок низок. Собр. Пӳрт маччинче çур çăкăр выртать. (Уйăх).

Менчĕ

(мэн’ζ’э̆), назв. сел., Менча. Б. Чист. у. Собр. Менчĕ урамĕ, Менчĕ шывĕ. Ib. † Менчĕех шывĕ — аслă шыв, нумай юхĕ-ши пăр пуса (= пулса)? || Назв. селений: Вырăс-Менчи, назв. сел. б. Чист. у.; Чăваш-Менчи, назв. сел. б. Чист. у. Якурккел. Чăваш-Менчи тесе ак мĕншĕн каланă: унта пирваях тĕне кĕмен чăвашсем пурăннă. Çав Чăваш-Менчинчен ĕлĕк тутарсене хĕрсем качча кайнă. Вĕсем вара тутарах тухса кайнă. Çав Чăваш-Менчĕнче юмăç питĕ нумай.

меслет

(мэслэт), способ, средство. Сам. 10. Çынна пĕтермешкĕн меслет тупнипе... мухтанать. СТИК. Чиртен сывалма меслет пĕлсен, пире лекĕр те кирлĕ мар. Сборн. по мед. Çав майпа чечеке (оспу) пĕтерме меслет тупăннăшăн Дженнер пит савăннă. СПВВ. Меслетне пĕлет. С. Арабоси. Ашне илсе кайма меслет пулман. Сборн. по мед. Вара хура халăх, янавар, чирĕсенчен сыхланма е вĕсенчен сывалма меслетсем пĕлмен пирки, вĕсем çинчен вĕреннĕ ăслă çынсĕнчен мĕн тумаллине канаш ыйтса пĕлме хăранă пирки, темĕн чухлĕ вилет. || Сноровка. Стюх. Баран. 126. Меслет пĕлмесĕр, чăрсăр хăтланакан кайăкçă, упа хыççăн çӳресе, час-часах пуçне те çиет (погибает, сам себя губит). Çĕр ĕçлекен. Меслет, сноровка, умелое действие. || Власть, воля, склонность? || Дело; сподручность. Изамб. Т. Епле меслетпе килтĕн? По какому делу ты пришел? Ib. Хăçан та пулсан ху меслетӳпе пыр (когда будет сподручно). || Истор. 223. Федор вилчĕ, тепĕр патша кĕриччен, пĕр меслете (= вăхăта?) ĕçсене туса тăма аслă улпутсене хушăр: вĕсене итлесе тăрăпăр, тесе, причак çийĕр, тенĕ. См. Paas. 85, 86.

мынчала

(мынζ’ала), мочало. Изамб. Т. Çăка çумĕнчен хуппине сӳсен (лучше: çăка хуппине сӳсен), мынчала тăваççĕ. N. Çăка пушăт мынчалине кĕрӳ тутри тунăсем (= тунă вĕсем).

мыскара

шутка. Моркар. Мыскара тăвать. Шутит. N. Мыскара майĕпе (под видом шутки) санăн ăшăнти шухăшна тĕпчет (он). К.-Кушки. † Эпир туя кайман-им, туй мыскари курман-им? N. Мыскара çыпçăнчи мĕн, питĕ кулатăр-çке эсир? терĕм. || КС. Ĕçкĕ-çикĕн мыскари (или: мискари), т. е. на пиру хорошего мало. (Послов.). МПП. Мыскара, веселье, комедия. Сред. Юм. Мĕн мыскара пôлчĕ ôнта сирĕн — паçăр пит çĕмĕрĕлчĕç (галдели, орали)? Кам та пôлса вăрçакан пôлчĕ-и? (кто-нибудь подрался?) || N. Герасимовкă çыннисем, вĕсем хăйсем мыскара (асап) куркаласа пăхрĕç, çавăнпа халĕ вăл вăрмана касмаççĕ.

миме

(мимэ), помочь. Изамб. Т. Миме тăвас. Тюрл. Миме тăвас; мимене каяс. N. Ыран тислĕк мими тăвас тенĕ çын. СТИК. Во время помочи (миме) поднимают красный флаг (хĕрлĕ ялав). С. Дув. † Ĕнтĕ ир те ялав, каç та ялав, ялан аслă миме ялавĕ. Альш. † Ирте-ех те вĕл-вĕл, каç та вĕл-вĕл, ялан аслă миме (вар. мименĕн) ялавĕ. Ст. Чек. Мимене (т. е. даром) ĕçлемеççĕ пуль саншăн! Вĕсем ку ĕçе пĕччен тумаççĕ, мимепе (помочью) тăваççĕ. См. мимелле.

минкен

(гэн’), то же, что минкел. Баран. 201. Выçăпа, сивĕпе минкенсе пĕтнĕскерсем, вĕсем пинĕ-пинĕпе ӳксе вилнĕ.

митевлĕ

„похож“ (с араб.). СПВВ. Сборн. по мед. Этемĕн ӳчĕ-тирĕнчен те шав хупă пек кирĕк çăнăх митевлĕ тăкăнса тăрать. N. Çав кусатăрансен тĕсĕ, вĕсенĕн майĕ — топаз пек курăнать; тăватĕш те (= тăватăш те, т. е. тăватăшĕ те) пĕр митевлĕ (сăнарлă, евĕрлĕ), тунă сăлайĕнчен вĕсем кусатăран ăшĕнче кусатăран пек.

мишевей

землемер. Шурăм-п. Вĕсем мишевей патне кайса, тет.

мишетле

мешать (от русск. мешать). N. Сире çывăрма мишетлерĕм. Юрк. Никам хăне мишетлемес, мĕн ĕçленни, мĕн тунни пурте хăйшĕн. N. Нумай пулсан, вĕсем пĕр-пĕрне ӳсме мишетлеççĕ.

мур

мор, повальная болезнь (на людей и на скот). N. Çав ярмăркка вăхăтĕнче хулара çын мурĕ тухнă. Собр. 229. Мур килсессĕн, ĕне картине икĕ чĕрес сĕтпе лартса, çынин пĕр-пĕр çĕре çӳле ларсан, мур нимĕн тумасăрах каят, теççĕ. Янш.-Норв. Вĕсем: выльăх мурĕпе çын мурĕ этем пулса çӳрет, теççĕ; çав мур вара, çын вĕлерес чухне, кашни килти çынсене шутласа çӳрет те, ячĕсене хут çине çырса çӳрет, теççĕ. Н. Седяк. Этем мурĕ киле пуçласан, ак çапла тăваççĕ: ялти хĕрарăмсем (кашни килĕрен пĕрер), хăйсем туртса, çуран, ял тавра ака туса çаврăнаççĕ. Ака-пуç тытаканни арçын пулать. Вăл çын пĕр-пĕр çыннăн пĕртен-пĕр ывăлĕ анчах пулать. Ака хăвалаканни пĕр-пĕр çыннăн пĕртен-пĕр хĕрĕ пулать. Çапла ака туса ял тавра çаврăннă чух ака туртаканнисем пурте хĕрарăм пулать. Арçынсем вăл вăхăтра пурте ялта пулаççĕ. Ака туни тул енне юлмаççĕ; тул енне юлсан, вăл çын мурпа вилет, теççĕ. Хĕрарăмсем ака тунă чух çара уран, çара-пуç пулаççĕ. Тата вĕсем ака туса çаврăннă чух мелкесем (помелья), турчăкасем (кочерги) йăтса пыраççĕ. Хирте пĕр-пĕр çын е выльăх пулсан, ăна, мелкепе тӳпелесе, кӳртсе яраççĕ ялалла. Ял тавра çаврăнса çитсен, кашни çынна, çĕр айĕнчен кăларса, ĕнсине хĕç (сабля) тăршипе сĕрсе яраççĕ, тата кутĕнчен йĕплĕ-хулăпа (шиповником) çапаççĕ. Çакăнтах йăвăçран вут кăларса, çав вут урлă каçаççĕ. Çапла тусан, мур (холера) лекмеç, теççĕ. Орау. Мур çулĕ килчĕ пулĕ кăçал, темскер выльăхсем виле пуçларĕç. N. Лаша мурĕ, ĕне мурĕ. || Çамр. Хр. Маншăн ун чухне хуть те мур пултăр, эпĕ нимĕн ăнланми пулнă та, анне чĕнсе пынă мур пупне, тет (для меня тогда хоть чорт знает что будь, я тогда ничего не понимал). ЧС. Эй мур илмен япала! (ругательство). Шел. II. 60. Çынран юличчен муртан юл, теççĕ. И. Якушк. Кайса килем-и-мĕн мурĕ! Сходить, что-ли, шут его дери! N. Сана кантура чĕнеççĕ. Мĕн мурĕ тата? (на кой ещё чорт?). N. † Путене таппи хутăм та, карăш мурĕ (шут его дери!) çакланчĕ! КС. Мунчара-и, мур-и çав. В бане, что-ли, или где-то в этом роде. Йӳç. такăнт. 17. Таçтан муртан тухрĕ карт тытасси. КС. Çтан, муртан тупса парам-и эп сана? Откуда мне тебе взять-то. Ib. Сана, мур пуçне, тахçанах ăшăтса илмелле те-ха! Давно бы тебя надо вздуть (отколотить)! Ib. Çтан муртан пурне пĕлсе çитереççĕ! Как это они все узнают! Ib. Ăна, мура кам тăрантарса çитермелле! Ib. Çта мура хучĕç? Куда они к шуту положили? Орау. Ах мур, кăнтăрла çитет паян! Ку шатунпа кăнтăрлаччен киле çитеймастăп пулат-и-ха... Ib. ЬIвăлĕ мĕн ятлă-ха? — Мур ятлă, кам пĕлет! (чорт знает. как его зовут). Ib. Майра ан килтĕр, мур! Как бы, чорт возьми, не пришла баба! N. Эй мур, тĕсе калать, тет, лашине, ман пуçа çимели кăна, тесе калать, тет. КС. Мĕн мур-ши ку? Что это за штука? ПВЧ. Мĕн мур тăван унпала? „Что она тебе далась“? (т. е. на что она тебе?). Кан. Пĕр çынна, тем мурĕшĕн (чорт знает, почему), ула качака теççĕ. ПТТ. Çумăр çумасан, ачасене ватăсем: çумăр çумас ĕнтĕ, çав мур Петĕркке шăтăкне кайса ярăр-хă (т. е. воды), теççĕ. Орау. Мур ачи (кушакки, лаши, ĕни, пурчĕ, пуçĕ и пр.)! Ib. Мур ачи! — кунĕпе те киле таврăнмасть! Мур пуçĕ, таккулăхах çапрĕ! Мур ĕни сĕт пами пулчĕ! Мур пӳрчĕ сив пулать. Мур пуçа таçта тухса сĕтĕрĕнчĕ ĕнтĕ! Ib. Мур ачи! Негодный ребенок! См. патак. Ст. Чек. Мурта çӳрет! (= таçта, т. е. шляется чорт знает где). В. Олг. Мора! вырттăр-и! (пусть лежит). Ib. Е, мора! апла марччă, капла туас мĕн, тет. КС. Пирĕн мур ĕни сĕт хăварчĕ (перестала доить). Ib. Мĕн мурĕ ятлăччĕ-ха? Как бишь это его зовут?! Ib. Мĕн мур тăван çăвна? Зачем он тебе нужен? Чураль-к. † Ати упи мур (шур?) упи, тăкăлт-тăкăлт сиккелет, сĕм вăрмана кĕрех кайрĕ. || Яд. Альш. Мур çисе вилнĕ. Отравился. || Оборотень, разбрасывающий, распространяющий повальную болезнь. Собр. Мура лайăх çынах каять, тет. Е арçын, е хĕрарăм мур пулса каять, тет. Çав мура каякан çын. Çĕрле, çын шăплансан, вырăн çинчен тăрса, кĕпи-йĕмне хывса, пытарса хурать, тет те, хăй вара, выртса, йăванса, хĕп хĕрлĕ йытă пулса, мура каять, тет. Вăл вара, выльăхсам картине кайса, миçе выльăх вилмеллине карт картаççĕ, тĕт. Муртан хăтăлас тесен, выльăх картине сĕтсем çакса яраççĕ. Сĕтсене мурсам çисен: кусам пире лайăх пăхаççĕ, кусене тивес мар, тесе калаççĕ, тет. Çапла вара ĕнесем вилмесĕр юлаççĕ, тет. Лайăх пăхманнине, çилленсе, пĕтĕмпех вĕлерсе пĕтерет, тет. Каçхине çапла çӳресен, тул çутăлас енне кайсан, каллах килне кайса выртать, теççĕ. Мура юмăç карчăкки пулса каят, теççĕ, вăл ак çапла пулат, теççĕ: тăват çынна пĕр кунтах юмăç пăхса ярсассăн, тула тухса, макăрса йăванат, тет те, шур йăтă пулса, мура каят, тет. Чăн первей вăл хăй юратман яла кайса, пĕр уй хĕрĕнчи çынăн ĕне картине кĕрсе, хуçи пыраччен ларат, теççĕ; хуçи пырсан, çăккăр татĕк (= татăкĕ) пăрахса памасан, ĕнине çиччас вĕлерет; çăккăр татĕк пăрахса парсан, унăнне нимĕнне те тивмест, анчах, ун çумĕнчи çын патне кайса, ун ĕнине вĕлерет, теççĕ. Вăл çын: мур килеччен, чаччас ĕнине суса, сĕтне пĕр-пĕр çĕре çӳле пытарса лартсассăн, мур вара ун ĕнине тупимаст, теççĕ. Мурĕ тата ун çумĕнчи çынăнне кайса вĕлерет, унтан тата тепринĕнне; çапла пур ялăнне вĕлерсе пĕтерет, теççĕ. ЧС. Мура пирĕн чăвашсем акă мĕн тесе ĕненеççĕ: мур çын — çын пекех, пĕре анчах мар, — вĕсенчен хăши асли, хăши кĕçĕнни пулать; вĕсем пурăнассине пĕр-пĕр пысăк шыв çинче, кĕпер айĕнче пурăнаççĕ. Этем мурĕ пулас пулсан, асли хăй каят; выльăх мурĕ е вĕçен кайăк мурĕ пулас пулсан, асли кĕçĕннисене хушса ярать; анчах шутсăр пĕрне те вĕлерме юрамаст, мĕн чухлĕ вĕлерессине хăй хушса ярат, теççĕ. Мур теминçе тĕслĕ пулма та пултарать: çын пек те пулать, ыйăтă (так!) пек те, кушак пек те, ытти выльăх тĕслĕ те пулать, теççĕ. Хăш ялта мур пулмалла, мур çав яла пырать те, çын пулса, пĕр-пĕр пуян çын патне хваттере кĕрсе выртать. Пуян çын ăна лайăх ĕçтерсе çитерсен, ун выльăхне вĕлермесĕрех хаваратт. Мур ялта вĕлерсе çӳрен-çӳрен (надо: çӳресен-çӳресен), ыйă(тă) пулса, яллаях çав çын килне кĕрсе выльăхсем хушшине кĕрсе выртать. Хуçи ăна мур иккенне сисет те, кашни кун пăтă пĕçерсе, картана çакать; мур ăна кашни çĕр çиет. Вара çав çыннăн темĕн чухлĕ выльăх пулсан та, хăтăлса юлать, теççĕ. || В. Олг. Мор вĕлерсе кайманскер! (Брань). СТИК. Мур тыттăр! Ну его к чорту! Ст. Чек. Мур курнă. „Видел человека, рассылающего болезнь“. Ib. Мур – человек, рассылающий, разбрасывающий болезнь. См. Магн. М. 223. || Рак, çăкăр мурĕ (дармоед), ахаль çисе выртать çав! Йӳç. такăнт. 13. Ак кăçатпа шаплаттарсан (вот я шлёпну тебя валенком!)... Мур илешшĕ!

муртаклан

дряблеть и пр. Сборн. по мед. Унăн шăммисем сура пуçлаççĕ; унтан вĕсем çĕреççĕ, татăкăн-татăкăн туха-туха ӳкеççĕ; е вĕсем, пит муртакланса кайса, час хуçăлакан пулаççĕ. N. Мортаклан, подтнить, делаться ломким.

мухла

назв. игры. Янтик. Мухла выляс. У вăйă ак çапла: пĕр йӳплĕ патак çĕре çапса лартаççĕ, ун çине пчик (так!) çекĕл çакаççĕ. Пĕри хуралĕç (так!) пулать, ыттисем, кашни пĕрер шăтăк йышăнса, унта патаккисене чиксе тăраççĕ. Патаксемпе тăраканнисем вĕçĕмрен çапса лартнă патака тĕллесе переççĕ. Кам та пулса лектерсе çакса хунă çекĕле сирпĕтсе ярсан (сшибет), хурал тăраканни, çекĕле тупса, каллах çакса хурать; лешсем çав вăхăтра хăйсен ывтса (= ывăтса) янă патаккисене кайса илмелле. Хуралĕç çекĕле ĕсем (= вĕсем) патаксене исе килеччен тупса лартсан, пĕр шăтăкне йышăнать; вара кам шăтăксăр юлать, çав хуралĕç (= хуралçă).

мăй

(мы̆j), шея. Изамб. Т Старик, урапа çинчен пăтавккине вăрлăх тултарса, мăйĕнчен çакăрĕ (= çакрĕ) те ана пуçне кайса тăчĕ. Çутт. 36. Эпĕ мăйран (на шею) хутаç çакрăм. Сред. Юм. Ăсĕне пôринне те мăйĕсене касса татнă. Им всем отрубили головы. Якейк. † Ати мăйĕ холăм, тесе, кульлян (ежедневно) чопрăм холая (= холана); салтак каймас (= каймастăп) поль, тесе, салтак туса, ай, ячĕç! Ib. Мăйĕ кĕпе çохави çине тохса кайнă. У него шея складками (от толщины). N. Мăйран çакма тытăнчĕç (вешать за шею). Орау. Ан чĕн (молчи), атту мăйна пăрса лартăп (сверну шею, голову). Сред. Юм. Мăйран пуссан та, халь параймасп (= параймастăп). Хоть зарежь, а теперь заплатить не могу. Ib. Пит çылăх пôлат, тессине: мăй таран (по шею) çылăх пôлать, теççĕ N. Ачасене вĕсем мăйĕсенчен çака-çака вĕлернĕ. Юрк. † Каçхине те выртрăм, тĕлĕк куртăм: мăйма (= мăйăма) хура çĕлен (гадюка) явăнчĕ. || Шейка, горлышко сосуда. N. Кĕленче мăйĕ.

мăкăрăл

(мŏгŏры̆л), выпячиваться, слишком выпячивать. Кан. Сиксе тухас пек мăкăрăлса. НТЧ. Вĕсем йăвăçа çын ячĕпе авса çыхсан, мĕн те пулса мăкăрăлать (появляется шишка), теççĕ. См. туйра.

мăчлат

мигать. N. Вĕсем (звезды) пĕр чарăнмасăр мăчлатса тăраççĕ.

мĕкĕр

(мэ̆гэ̆р, мӧ̆гӧ̆р), мычать, реветь, рычать. КС. Ĕне, вăкăр мĕкĕрет (ревет, а макăрать, мычит). Вомбу-к. Мăкăр мĕкĕрет; ĕне мĕкĕрет. Изамб. Т. Вăкăр мĕкĕрет. Букв. 1886. Ĕнесем мĕкĕретчĕç, çамрăк путексем макăратьчĕç. Изамб. Т. Кĕлечĕ те пĕчĕккĕ мар, икĕ кĕтессине арăслан кăкарсан, вĕсем мĕкĕрни илтĕнмест. N. Упа йĕртен тухман, вăл унта хăрушă сасăпа мĕкĕрсе çӳренĕ. Н. Лебеж. Упи мĕкĕрĕ, çăмĕ тăкăнĕ. (Çăнăх авăртни). Ст. Чек. Мĕкĕрсе йĕрет. Ib. Ан мĕкĕр, теççĕ сасăпа йĕрекен ачана. Шурăм-п. Ытти тăванĕсем эрех ĕçсе мĕкĕрсе çеç çӳреççĕ. Ст. Чек. Вара пĕлĕт вуник сутка мĕкĕрсе хăпарнă. Баран. 87. Çил мĕкĕрсе улать, калăн: чунлă, тесе.

мĕн

(мэ̆н, мэ̆н’), что? К.-Кушки. Мĕн çисе ларатăр? Что это вы едите? СПВВ. ТА. Мĕн полтăртататăн? (= мĕн кирлĕ мара калаçатăн). Ib. Мĕн сослан = мĕн шавлан. Синерь. Амăшĕ: мĕн пăхса çӳремелле? тесе каларĕ, тет. Мать сказала: чего тут возиться (проверяя хозяйство, т. е. нет надобности проверить его). СТИК. Мĕн кунта шăнса вилес тетнем,— атя пӳрте. Что ты хочешь замерзнуть? Идём в избу. Ib. Мĕн вара эсĕ мана ун хуçĕнчен пăхса тăмалла тăвасшăн-им? (Возражает так уверевно, и с сознанием своего превосходства). Ст. Чек. Мĕн пур-ши унта кайса, мĕн пур-ши, шав унта кайса ларан? Зачем ты туда повалился, что ты там нашел интересного? Ib. Мĕн тупрăн эс унта? Что в нем хорошего? Ib. Мĕн тупрăн вара ку вăйăра? Какой интерес для тебя в этой игре. Альш. Ĕмĕр тăрăшĕнче мĕн тухса мĕн килмес. Орау. Якур пичĕш патне натьăк (натяг) илме каяп, терĕ; натьăк мĕн-ши вăл? Что бы это такое было? (задумываясь о предмете, и этим заставляя другого высказать, что это такое). Ib. Виçĕ эрне мĕн вăл (какая важность три недели), ак ман пек улт-çич уйăх ларса пăх, вара пĕлĕн. Ib. Мĕнтен пит ăслă вара вăл? Чем же он умен-то? В чем же виден его ум? Юрк. Вырăсла кĕнекене вуласан та, чăвашла вăл мĕнне пĕлместĕм. Ib. Пăшал сассине илтсен, салтакĕсем, ытти улпучĕсем пурте кĕсем патне чупса пырса: мĕн пулчĕ те, мĕн пулчĕ, мĕншĕн пăшал петĕр, теççĕ. Сред. Юм. Мĕн калан ĕнтĕ (или: мĕн каласси пôрччĕ ĕçке те...). Очень хорошо бы было, но .. Ib. Мĕн алласа çӳрен тесе, пĕрмай килĕрен килле кайса йăмахласа ларакан çынна калаççĕ. Ib. Мĕн тăвас-ха? (Пырса кĕрекен çынтан çапла ыйтаççĕ). Никит. Кайсан та мĕнех тăвать мана. Что особенного он мне сделает, если я и уйду. Изамб. Т. Усаллăх çинчен мĕн калатăн. Ĕлĕк пирĕн хамăр хушшăмăрта та, тарçă тытсан, ăна сăмсипе çĕр сухалаттарасса çитнĕ. Байг. † Сăрă чечек мĕн паха! Аппапа йысна пит паха. С. Айб. Çын ачисем пире çиеççĕ, хăйсем мĕн курасса пĕлмеççĕ. N. Мĕнтенех (в каком откошении) пит аван вара сан сĕллӳ? Шурăм-п. Эх, Петĕр, кĕçĕр мĕн курман пулĕ эпĕ, итлессӳ килет-и, каласа парам. Собр. † Леш айăккине юр çунă, ку айăккине мĕн пулнă; ах аппаçăм (çавă пур), качча кайма мĕн пулнă. N. Мĕн-пулса кяйĕ ĕнтĕ. Что будет уж. Баран. 120. Ем-ешĕл ешерсе ларакан йывăçĕ (картинное выделение из ряда деревьев) мĕн тăрать! N. Вăл мĕнтен пуйса кайнă (вилнĕ)? Икково. Мĕн пăруларĕ: тына-и, мăкăр-и? В. С. Разум. КЧП. Вĕсем хăйсем мĕн калассине каласа пĕтерсен, пирĕн Педтехникумра вĕренекенсем тапратрĕç калама. Тяптяево. Мĕн хăрамалла, кам пирĕн хыççăн килмелле? Чего нам бояться? Кто вслед за нами придет? (т. е. никто). Орау. Халь татти-сыпписĕр çăват те, унтан пĕр-ик-виç уйăх çăмăр пулмасан мĕн тумалла (как быть тогда). N. Унта мĕнсем сутаççĕ? N. Кĕсем мĕнсем? N. Мĕн калас-ха? N. Мĕн каласшăнччĕ-ха? N. Эсĕ мĕн ыратса выртатăн? Регули. 131. Вăлсен поплени мĕн пор онта. Ib. Мĕн вăлсам вăрманта шыранине эп килте топрăм. Ib. Мĕн шыраманнине топрăм. N. Эс мĕнне çухатрăн тата? N. Мĕнӳпе мухтанмаллăх пур сан. О сохр. здор. Çавăнпа ăна пирĕн пĕлес пулать; çынсем епле тата мĕнтен сивĕрен пăсăлса чирлеççĕ-ши? Ала. Мĕн тусан шыв тухат унта, тенĕ (в безводной стране). ЧС. Çынсем çавăнта пыраканĕ пĕри: ку мĕн те, ку мĕн? тесе, пĕри пĕринчен ыйтаççĕ. Чăв. й. пур. 26. Якку каланă: эпĕ мĕн пĕлекен çын? Бес. чув. 13. Эсĕ мĕн капла? Эпĕ сан çине пĕрре те çилленместĕп. Изамб. Т. † Туйăн илемĕсене, ай, мĕн кӳрет? Мĕн выляни-кулни, çав кӳрет (все, что веселит). Баран. 88. Асту-ха лерелле, мĕн хури курăнать унта? N. Мĕн ача турĕ: ывăл ача-и, хĕр ача-и? N. Мĕн пăру туса пачĕ? Утăм. Мĕн мура ямшăксем тытатăн? || Что (относит.). Сунт. Мĕн пулса мĕн килĕ ĕнтĕ. Тавай çул çине валли укçа тăвас. N. Мĕн пулсан та пулĕ, что будет, то будет. Синерь. Мĕн пулин пулĕ (что будет, то будет), ати хушмарĕ те, кайса пăхас-ха (попробую пойти). СТИК. Мĕн тесе-ха вăл пит час карĕ! Что ему вздумалось уехать так скоро. Ib. Ун пек чухне вара мĕн каласан та хĕрсем кăна калаççĕ кĕвве. СТИК. Мĕн каланă сăмах вырăнлă пултăр. Все, что сказано, пусть возымеет силу. Чебокс. Мĕн пулни пулать, кĕрес терĕм те. Коракыш. Эпĕ тăта мĕн пĕлеп! Я знаю еще одну вещь! Ст. Айб. Мĕн пасарин пасарĕ, шур пушăт йывăççи пасармасть. (Ĕне мăйракисем). ||Соответ. русск.: что бишь. С. Дув. Мĕн çук манăн: ĕнер пуснă такам пур, паян пуснă мĕнĕм пур. || В знач. вопрос. частицы, соответ. русск.: что ли ли. N. † Алăк ум вĕçĕнчи ват хурăн: кăçаллăха ларнă пулсан, пуртă витмĕ терĕр мĕн? N. Вăл вĕренме кĕчĕ-и мĕн? N. Вăл кайрĕ-и мĕн? Вăл кайрĕ-им, кайрим? || Что за, какой. СТИК. Паян мĕн пăраçник? Какой сегодня праздник? (простой вопрос). Ib. Паян мĕн пăраçникĕ! Какой еще сегодня праздник! (отрицание и удивление). Толст. Ку мĕн сасси? Что это за шум? Пшкрт: шоj ҕэ̆рмӓ сиβэ̆ полы̆;— мэ̆н сиппм? (или: мэ̆нӓшкӓл сирβэ?),— нимдӓ сиβэ̆ мар’. Регули. 935. Мĕн ĕç он? Мĕн кон килĕ. Ib. 934. Эс кам конта? Эс мĕн çын конта? Ib. Эп тытрăм полсан, сан мĕн ĕç? N. Кĕсем мĕн япаласем? Это что за вещи? Синерь. Эпĕр сута каятпăр тенĕ? — Мĕн сутне (на какой суд)? тенĕ. Орау. Мĕн мĕнĕ тата? Что еще за „что“. N. Хутаçра пĕр виçĕ тенкĕ укçа пулас пулатьчĕ-ха. — Мĕн виç тенки пур унта? Орау. Мĕн вăййи вăл? Что за игра? Ib. Мĕн вăййи вăл! Пĕрне пĕри кӳп те кӳп тутараççĕ. Качал. Яхуне çырмине çитрĕм те, тăкăнчĕ карĕ: мĕн сăян? — Какуй сăян, пухрăм та çур пăт пулчĕ. N. Мĕн çăнăхĕ? Мука из какого жита? Ст. Чек. Анне, улма пур-и? — Эй, ухмах! Мĕн улми унта тата! Ib. Мĕн сивви; мĕн нумайĕ мĕн кунта (какое...). Ib. Мĕн аван япала пăссăрĕ (= пăсрĕ)! Средн. Алг. Хурану пĕчĕкçĕ пуль? — Мĕн пĕчĕкçине калан, пĕр кӳлĕ шыв çитмест. АПП. Упа, çак кашкăра тыт, тенĕ. Упа каланă: ăна тытма мĕн ĕçĕм пур. Чуратч. Ц. Кирĕк епле чире çаклансан, вăсем шухăшлаççĕ: мĕн турри çиленчĕ-ши? теççĕ. Сунчел. Качаки каланă: ăна çиме мĕн ĕç пур (= мĕне кирлĕ). Сред. Юм. Мĕн хыпар пôр-ха, или: мĕн сас-хôра пôр? Что нового? Ib. Мĕн çынни, мĕн арчи, мĕн кĕнеки. Ib. Эп выллянинче сан мĕн ĕç пор. В том, что я играю, тебе (вам) какое дело. Ст. Янсит. Вĕсене эпĕ акă мĕн ĕçре час-часах пулăшрăм. Янтик. Мĕн япала ку сан? Якейк. † Он çиленме мĕн ĕç пор, он пыççине çыхмаспăр. N. † Ял варĕнчи сăрлă юпи мĕн нушташăн ларать-ши, аттен хĕрĕ-сарă хĕрĕ, мĕн нушташăн çуралнă-ши? П. Пинер. † Алкумĕнчи улма йывăççин улми пулманни мĕн усси. || Как. Çĕнтерчĕ. 54. Ех! мĕн савăнса пурăнмасть çав Якур. Ib. 52. Ах, мĕн савăнса çӳремеççĕ çав ачасем! || Зачем, почему, по какой причине. Çĕнтерчĕ. 19. Мĕн янрашатăр эсир паян? Орау. Мĕн юпа пек тăран, кил кунта. Ib. Мĕн мĕреленсе (= наянланса) пыран, ут хăтăрах. (Идет вяло, тихо). Юрк. Ку укçăсене мĕн хам алăра тытса тăрам. N. Тавăрнса, мĕн апая ятлаçтарса порнас? || Сколько, почем. Бр. п. водку 8. Анчах уншăн сăмаххи сăмаххийĕ мĕн тăрать. Но как он дорого ценит каждое свое слово! (т. е. он не разговорчив). Баран. 226. Мĕн çӳрес пеккине çӳресе пĕтереççĕ те, пусма тăрăх улăхса çӳлелле тухма пуçлаççĕ. N. Эй мăнтарăн Прăски, мĕн салтак усатрĕ. N. Мĕне илтĕн, почем купил. Трхбл. Мĕн сысна чике-чике пĕтерчĕç, мĕн чăхă пуса-пуса çирĕç. Регули 939. Мĕне патăн? — Сома патăм. N. Пасартан килсен, пĕр кӳрши ун патне пырать, тет те: ырашна мĕне (почем) сутрăн? тесе, ыйтат, тет. Юрк. Сирĕн тухйăр кĕмĕллĕ: мĕне тăрат кĕмĕлĕ? Сред. Юм. Мĕн ĕмĕр порнатăн (долго находился, когда как обещался прийти скоро). N. Лашасене мĕн кайнă таран ятăмăр. N. Мĕн сахал тесен те, 500 тенкĕ кирлĕ. Панклеи. Ачан мĕн пырнăçемĕн çол хĕсĕнсех пырать. Чем дальше идет, тем... Н. Лебеж. † Мĕн вăрăм-хывлăшă м, ай, кĕскелчĕ. Бел. Гора. † Мулла мечĕтĕ мĕн çӳл мечĕт. || Весь. Альш. Çапла мĕн ĕмĕрне чăвашран ирттереç, авланма каяç те, кил курма çӳреç (портные). N. Этем мĕн пурăнас кун-çулăн хисепĕ çук. Чхĕйп. Чăвашсен мĕн пĕлнĕ ĕçĕте ак çакă анчах пулнă (вот все то, что они знали. Далее идет пер ечисление того, что они знали или умели). || Иногда переводится сл. каждый. N. Кукша мĕн хупараканне (каждого, который влезал касса пăрахат, тет. Çапла пурне те касса пĕтерчĕ, тет. Панклеи. Хĕр вăрă-хорахсен хĕçсене илсе мĕн кĕрнĕ вăрă-хорах поçне касса тăнă. Чхĕйп. Вара унта ĕçме-çима мĕн пыракан пурте çапла асăннă (поминали). N. Мĕн турттарса пынă ăлава çавăнтах тăкаççĕ те, салагса пĕтĕреççĕ. N. Мĕн пынă çын çавăнтах ĕçлеме тытăнать. Коракыш. Манăн лашасем селĕм пултăрччĕ, эпĕ вара мĕн çул çӳрекенсене ĕçе-ĕçе хăварăтăм. || Иногда употребл, в знач. самый. Альш. † Çак юрăсене юрлама мĕн кĕçĕнтен пуçтарнă ăс кирлĕ. N. Акă кăçал каллах мĕн çуркуннеренпе çумăр çумасть. N. Мĕн пĕчикçĕренех. Сборн. по мед. Мĕн халичченех. N. Якурпа шăллĕ мĕн каç пуличченех ĕçлерĕç. Кубня. † Эпĕр мĕн кĕçĕнтен туспала, пире çын çимесĕр мĕн тутăр. Ал. цв. 20. Вăл мĕн пурăннăçемĕн шурă мăрамăртан тунă пӳлĕме час-час çӳрет, хăй хуçине лайăх сăмахсем калать. || Оказывается. Т. VII. Ах турă, атте! пылпа кулачĕ пит тутлă мĕн. N. Эсĕ пит усал çын-мĕн. Ачач 71. Хăшпĕр юратнă çынсем, тантăшсем пулмасассăн, чăнахах та Тимуш пӳртрех лармалла мĕн. ЧС. Вăл çуртсем çунас та çук мĕн те, насус час килеймен. Сятра. Вăл чоашла лайăх пĕлет мĕн. Толст. Вăл иккĕре анчах пулнă, утма та тин анчах вĕреннĕ мĕн. Утăм. Тăлăха питрех те мĕн асап çынлăха кĕмешкĕн çĕр çинче. Якейк. Çораличчен çоралманни лайăх мĕн. Урмай. Чипер мĕн те, аки мар, хӳри пур та, шăши мар. (Çарăк). N. Иçăм çырли пахчинче çырла пиçсе ларнă мĕн. N. Юман çинчен пĕр çăхан çапла калать мĕн кăна. N. Пирĕн пуçран нуша иртиччен выртаяс мĕн аннен кăкăринче. НАК. Çавна курсассăн, эпĕ леш йытă чăнахах усал пулнă мĕн-ĕç, терем. Увидев это, я подумал, видно, эта собака была на самом деле нечистый дух. N. Шăналăкра сакăр хĕр, саккăрĕш те сарă мĕн, эпĕ илесси хура мĕн. Орау. Паян пасарта хăма йӳн пулнă, тит. Ăна пĕлнĕ пулсан, пасара каяс мĕн паян. Сборн. по мед. Эх, пулать мĕн çын та: хĕп-хĕрлĕ, нар пек, çапçутă сăн-сăпатлă, вырăс пек. Ну и бывают же люди, румяный как „яблоко“, белый как русский. М. Васильев. Лашисене хайхисем çаран çине яраç те, канма выртаç мĕн хăйсем. Н. Лебеж. † Ешĕл хырă çинче чăпар кукă (кукушка) ян ярать-çке мĕн аслă вăрмана, янра юлат мĕн аслă вăрманĕ. Б. Хирлепы. † Атте ывăль пуличчен шăмат кĕпçи пулас мĕн, пĕр хĕр татса çитăр мĕн. Кан. Ку вăрсене (семена) пирĕн те туянмаллаччĕ мĕн. Лашм. † Тăшмансем килессе пĕлнĕ пулсан, хываяс мĕн (кĕпер) çатăркаран, пусмассерен путса антăр мĕн. N. Йăваланса тăрсассăн, ну чавать мĕн тымарне. Изамб. Т. Упаç: масар çине шыв сапас, тет мĕн. || Употребл. для выражения обобщения. См. Оп. иссл. чув. синт. I. Истор. Арçынни-хĕрарăмĕ мĕнĕпех юланутпа çӳреме лайăх вĕреннĕ. N. Ăшăк сухаланă çĕрте вăйлă çăмăр çусассăнах, шăтса тухман тырра çерем мĕннипех юхтарса каять. Латыш. Навусне ачи мĕннипех шăпăр шăтăкне тăкать Никит. Арчă мĕнсене эпĕ сотса ятăм. N. Эй атту мĕнĕ, ахалех тăхăнтăм, çăпата сырас мен. Байгеева. Вăл пасара кайсан мана валли кулачă мĕн яланах илсе килетчĕ. Чăв. й. пур. 9°. Пухура мĕн те çынсем тепле вăрçа пуçласан та, тӳпелеше пуç ласан та, вăл Микка, унта пулсан, çапах чарнă. Регули 162. Çав кĕпе ĕçлени мĕнĕпе (мĕнпеле) виç сом тăрать. НИП. Хурăнташсем мĕнсем. Альш. Çисен мĕн тусан хĕрсем çурçĕр вăхăтнелле килĕсене таврăнаççĕ. Ib. Тепĕр кун пек, мĕн пек иртсен, каллех хулана тырă тиеççĕ. Шурăм-п. Килях малалла ирт, тесси мĕнни пулмарĕ. N. Вĕт çăмар мар, мĕн те мар, хура халăх куççулĕ. Ала 86°. Тепĕрне (сосну) тăпăлтарса кăларчĕ, тет те, тепĕр çур хули мĕнĕпе ывăтса ячĕ, тет. Чăв. й. пур. 16. Çав Пайтукан хăй патне пупсем мĕнсем пырсан, е пĕр-пĕр вырăс мĕн пырсан, хăй туха-туха тарса арăмне: епле те пулин калаçкаласа ăсат, тесе, хуша-хуша хăварнă. N. Эй анне, епле каяс вутă касма: манăн лаша та çук, мĕн те çук. Юрк. Çапла пайтахчен ĕçсен, хăй татах ӳсĕр те пулат, мĕн те пулат (и пьяным бывает и пр.). Ib. Пуян çын хĕрне илес тесен, авă çавăнне илĕпĕр; епле хĕрне курнă мĕн пур-и? Ib. † Пӳртĕмĕрсем шурă, саккăмăрсем сарă, эпир тухса кайсан пушă юлĕ, пушă та юлĕ, мĕн те пулĕ, кĕре-кĕрсем тулли чш (= шăп) пулĕ. Ib. Каласа пăхасси мĕнĕ, эсир тăрăшăр. Что, что вы поговорите — вы постарайтесь (т. е. не ограничивайтесь одними разговорами с кем-то, а действительно постарайтесь). Ib. Мĕнпе тӳрлетесси мĕн, эрехпех тӳрлететĕп, тет. Сам. 60. Пĕтрĕм эп те... пурнăç путрĕ, уяхран мĕн ӳк те вил!.. Орау. Лаша пăхма мĕн кайсан, йĕвенне ан çухат; тен кунта хăваратни. Ib. Вăл пĕр вăтăр пиллĕке мĕнелле çитнĕ пулĕ ĕнтĕ. Байгеево. Вăл пасара кайсан мана валли кулачă мĕн яланах илсе килетчĕ. Никит. Чăнахах ĕнтĕ морĕ (мор) килес мĕн пулсан нăмайĕшĕн выльăхсене вĕлерсе тухса кать-çке (= каять-çке). Ib. Сборн. по мед. Ялта урама пӳрт çумне мĕне, урам варрине юпа çумне мĕне. Сред. Юм. Канлĕ вăхăт таврашнелле мĕнелле килсе çапăн эс кôнталла (наведайся). Сам. 30. Этем çке мĕн эп те! терĕ вăл хăйне. N. Мĕн тăвасси мĕнĕ (что делать-то мне), акă? вĕрен явса çак пĕтĕм кӳле çакса вĕретес тесе калатăп. N. Вăл хăйăр тĕмисем çинче курăк мĕн нимĕн те ӳсмест пулĕ çав, терĕм эпĕ. Мĕн курăк ӳсессине калатăн (т. е. какой тут расти траве, ничего не растет).

мĕн тума

зачем; почему; по какой причине; с какой целью. N. Хăрма та, мĕн тума хăрччăр вĕсем? Эльбарус. Эсир мĕн тума çойăхаттăр çав таранччен. Шинар-п. Унтан пĕр мулкачи каларĕ, тет: эй ачасем, пирĕнтен те хăракансем пур, пирĕн мĕн тума вилес терĕç, тет.

мĕскер

то же, что мĕнскер, что (кто). N. Вăл пире мĕскер? Кто он нам? (т. е. никто). Хăр. Паль,. II. Мĕскер сутье вĕсем. Регули 936. Мĕскер полчĕ? мĕн полчĕ? Ib. 661. Мĕскер тытакан кайăк килнĕ. Ib. 660. Мĕскер тăвакан пор онта. N. Мĕскер тăваççĕ-ши вăсам унта (с неудовольствием). Тип-Сир. Ăçта каятăн Фомка тус?...— Мĕскер ăçта каясси! Така çухалнăччĕ те, ăна шыратăп... Панклеи. Патшапа мар-и (жена царя): мĕскер чĕлĕмĕ сана (какую еще трубку!), халь çактарапăр, теççĕ. Янш.-Норв. Эпĕ: ку мĕскер-ши, тесе пĕтĕмпех тĕлĕнсе кайрăм. N. Çын петĕнчен сăра ĕçсе тохнă чох: чăрмав турăмăр, тиç. Хирĕç калаç: мĕскер чăрмавĕ, хамăр та час-часах кĕрсе тохатпăр. М. Васильев № З, 34. Мескер тăвас-ха, Есрел? Аван пĕтри сан ĕçӳ? Чем люди живы. Мĕскер мĕнĕ, улпута атă кирлĕ мар, вилсе карĕ, тет.

мĕскĕн

бедный, бедняжка (тов. с чувством жалости к несчастному). СТИК. Мĕскĕн çынсем, бедные люди. Не суди бедняка. Пирĕн хушшăмăртан нумайĕшĕ мĕскĕнсене пулăшнине, иртсе çӳрекенсене вырăнаçтарнине курсан айăплама тытăнаççĕ. Юрк. Çав укçасем камсен укçисем, тесе, пĕлетĕр? Пурте пирĕн мĕскĕн тĕттĕм чăваш укçисем пулнă. N. Нумайĕшĕ вĕсенчен аслă ĕçе тухма пултармалла, анчах вĕсем хăйсен мĕскĕннипе малалла каяймаççĕ. N. Мухтавлă чухне те мĕскĕне тухсан та... || Нищий. МПП. || Жалобный. Ашшĕ-амăшне. Вăл вара пуçне чиксе мĕскĕн сасăпа Алтачине хирĕç калана...

юра

(jура), нравиться; угодить. Бур. † Ку юрăсене юрла пĕлмесен, ку тăвансене епле юрам-ши? Если я не сумею спеть этих песен, то как я угожу моим родным? Регули 702. Она йорамалла çын топас çок конта. Не найти здесь человека, который мог бы угодить ему. Ib. 514. Ним туса та йорамасть: мĕскер туса йораттарам-ши эп она? Сред. Юм. Упа кôтне çу çĕрсен те, йораман, тет. (Так говорят, если человеку ничем не угодишь). || Годиться, быть возможным, быть позволенным. Регули 863. Ку йорать, ытти йорамасть. Это годится, другие не годятся. Сёт-к. Юрĕ пĕреллĕхе. На один раз ладно. Перев. Апусемпеле пичӳсене те пĕлеттĕм, вĕсем те калама та юрамастчĕç (были безусловно хорошие). Юрк. Ку чашки (чашка) юрамалла пысăк пулнă, куран. N. † Тухтăр мĕшĕн ан илтĕр, виçене юрасассан? (Солд. п.) || Очень часто ставится безлично, в см. «можно, позволительно, ладно, хорошо» и т. п. Регули 551. Онăн онта полма йорамасть. Ему нельзя быть там. Ягудар. Маншăн посан, Çипире уччиттĕле кайма йорать. По моему мнению, поступить в Сибирь в учителя - стоит. Истор. Мĕн тусан, юрĕ-ши? Как было бы хорошо сделать? Орау. Çапла тусан, юри? (= юрĕ-и). Хорошо ли будет (ладно ли будет), если сделать так? N. Юрĕ. Я готов исполнить твое приказание, твое желание и т. п. Трхбл. Çавăнта пăтара çакăнса тăракан ал-шăллие илсе кил-ха! — Юрĕ. Принеси-ка полотенце, висящее там на гвозде! — Ладно (хорошо). N. Эсĕ мана пĕр пилĕк сум укçа кивçен парсан, юрать-чĕ.

юрăхсăра тух

притти в негодность. Сборн. по мед. Пирĕн патшалăхра мĕн чухлĕ ача пĕтнĕ пулĕ, е мĕн чухлĕ вĕсем юрăхсăра тухнă пулĕ (от отсутствия наблюдения за ними).

юх

течь; плыть. К.-Кушки. Шыв юхрĕ. Вода текла. Б. Яньши. Вăл шыв кунта Ишек патне çитичченех юхса килет (течет до с. Ишак). N. Пирĕн ял патĕнченех Енĕш ятлă шыв юхса иртсе каять (протекает р. Аниш). Альш. Хай сăрасем юхса пĕтсен, хĕрсем сăрисене пĕр-пĕр хваттире пуçтараççĕ. Ердово. Пысăк шывсем çинчен пăрсем юхса пĕтсен (после ледохода), прухутсем, паршăсем, пĕрене суллисем юхма пуçлаççĕ. Ст. Чек. † Атăл юхмас тулли, ай, пусан та; ан ӳпкелĕр епле пусан та. Сала 179. † Атăл юхмас, епле тулсан та. Регули 221. Шу йохаканĕ (йохакан шу) лере çок. N. Çырмасенче шывсем юхма пуçларĕç. По оврагам потекла вода. Чураль-к. † Шур Атăла кĕпер турăм, çийен шывĕ юхмасса; кăçал тухрĕ çĕнĕрен саккон, хĕрпе ача çывăрма. Регули 256. Конта йохман шу пор. Здесь есть непроточная вода. N. Шусем юхса петрĕç, çĕр типрĕ. Вода стекла, земля высохла. Ал. цв. 9. Вĕсем çине пăхсан, сĕлеке юхса тăрать. Самар. Ту çинчен шыв юхнисем кунтанах курăнаççĕ. Отсюда видно, как в разных местах стекает с гор вода. Пазух. Атте лаши тур лаша; турти тăрăх тар юхать, пĕкки витĕр пĕлĕт юхать, çилхи витĕр çил вĕрет. N. Ура виç-тăват тĕлтен шăтса юхрĕ. На ноге были гнойные нарывы в 3-4 местах. Скотолеч. 17. Сĕрессе (лекарством) нумайтарах сĕрес пулать, анчах юхса тăмалла (так, чтобы текло) сĕрме юрамасть. || О ведре и т. д. N. Витре (катка, сăмавар) юхать. Ведро (кадка, самовар) течет (пропускает жидкость). || Оплывать. Ч.С. Тата чара хĕрне çутнă çуртасем, ирĕлсе, çĕре юхсан: вилнĕ çынсем йĕреççĕ пулĕ, тесе, хуйхăрса лараççĕ. (Çураçма). Орау. Çурта çуннă майĕпе ирĕлсе юхса анать. || Гноиться. В. Олг. Холĕ йохат. у него гноится рука. Чăв.-к. † Пирĕн савнă туса каяканăн икĕ куçĕ шăттăр, пичĕ юхтăр. (Хĕр йĕрри). || Двигаться, направиться. Шел. 64. Ах, халăх тытăнать хир енелле юхмашкăн. Упа 667°. † Вун-ик хĕрпе пĕр матка (= арăм) юхайраççĕ пасара. М. Васильев. № 3. Старик х(ă)раса лаçăран йохать килне хăвăртрах. Собр. 37. † Улăхрăм-кайрăм çӳлĕ сăрта, юхрăм-антăм шыв çине. || О вшах. Н. Сунар. † Çакă ял(ăн) хĕрĕсен пыйтă юхать, курмастăр-и?(так и сыплются). || О движении облаков. Череп. Кунĕпе пĕлĕт юхрĕ. Весь день ходили облака. Сала 95. † Ĕнтĕ пĕлĕт юхат, хĕвел пăхат, ун хушшинчен вăш, вăш! çил вĕрет. Ау 267. † Ĕнтĕ пĕлĕт юхат уйăхпалан çăлтăрсем хушшинче. Альш. † Ĕнтĕ пĕлĕт юхат, пĕлĕт юхат уйăхпалан хĕвел хушшинчен. || Быстро подвигаться. Якейк. Соха касси йохса анчах пырать; çак соха-пуç лайăххине тата çĕр çамçине пĕлтерет. Кон. 1927, № 237. Халăх хушшинчи ĕçсем те питех юхсах пыраймаççĕ. Ib. Юхса-çеç пырать çав... || Не ладиться. Шор-к. (Алик. в.). Ĕçĕ юхса тăрать. Дело валится из рук, не ладится. (Можно понять и букв: «так и течет»). Жатва. Çав çыннăн ĕçĕ аллинчен юхсах пырать. || Сыпаться. Толст. Мĕнле апла вăл, çăнăх пекех çемçе юхакан-и? N. Пăрçа хăма тăрăх юхса анчĕ. Горох скатился по доске. || Рассыпаться, просыпаться. Ч.П. Аллăм-кăна тулли алă çыххи юхса тухмин, лайăх-чĕ. N. † Чупрăм-антăм çырмана, юхрĕ-тухрĕ шерепем. Шурăм-п. № 6. Халĕ те унăн пĕр ят çĕрĕ анчах пулсан та, тырри час-часах уйра пĕччен юхса ларать. || Сползать? Шибач. Сăкман йохса каять. || Уплывать, выплывать. Ч.П. Вĕт-вĕт çумăр çăвать-çке, кантăр юхса каять-çке. Собр. † Сикрĕм-лартăм кимĕ çине, юхрăм-кайрăм пĕр çухрăм. Кильд. † Юх, юх, кимĕ, юх, кимĕ, таса çерем çине тух, кимĕ! (Здесь переписчик приписал: «юх-юх — причастие»). Илебар. † Улача кĕпе, ука çуха, юхрĕ-тухрĕ шыв çине. Ала 33°. † Вун-икĕ чĕпĕлĕ кăвакал кăларчĕ-ячĕ шыв çине: юхăр та çӳрĕр, тияйрĕ. || Линять (о шерсти). Шурăм-п. № 5. Сурăхсене урама кăларма пуçларĕç, тĕлĕнмелле начар: çăмĕсем юхса пĕтнĕ. || Худеть. Альш. Ĕлĕк мăнтăр-ччĕ те, халĕ пĕтĕмпе юхса тухрăм (похудел). || О плавных движениях пляшущего. Хурамал. Пĕр çын пит хитре ташласан: пĕр юхать çав! теççĕ.

йӳн

(jӳн', Пшкрт н), венец (избы), т. е. ряд бревен в срубе. НАК. Пӳрт лартнă чухне, вĕсем никĕсне чипер вырнаçтарса лартса, çӳлелле вишшер (= виçшер) йӳн (пĕрене) хурсассăн... (Никĕс пăтти). Питушк. Миçе йӳн пурарăн? Ты сколько венцов срубил? || Звено забора между двумя столбами. См. тăрăх. Сёт-к. Пĕр йӳн карта сӳтмелле — кĕлте кӳртме тӳр çол полма. Ib. Икĕ йопа хошшинчи пĕр йӳн полать.

йăвала

(jы̆вала), валять, катать. Шибач. Н. Карм. Чуста на йăваласа чăмăртас. Иов 8. Эсĕ мана, тăмран йăваласа тунă пек, якатса турăн. N. Кушак-кайăкне, аллинче йăваласа лучăркарĕ (измял мышь, валяя в руках). Артюшк. Хĕр çак çынна йăвалама (валять, катать по земле) тытăннă; ача, тӳсеймесĕр, кулса янă. || Тереть. Трахома. Пĕр-май куçне йăваласа çӳрет. Постоянно трет свои глаза. Ч. П. Вăта пӳрне вĕçне (концы отмороженных пальцев) йăвала-йăвала хĕрлĕ чĕреме (лицо) шуратрăм. || Мять. Сред. Юм. Йăваласа çемĕçтер хытса кайнă кĕрĕке. Çутталла 42. Пӳçахĕсене, ывăç тупанĕ çине хурса, йăваларĕ. N. Вĕсем, тырă пуçахĕсене тата-тата илсе, йăваласа çие пуçланă.

йăван

валиться, вальнуться, повалиться, перевалиться, свалиться; перевернуться. НАК. Эпĕ: ку кăвакал ырăскер мар, усал пулĕ, тесе, пăшала мыйри хĕреспеле авăрласа, петĕм те, хайхискер месерле йăванчĕ-кайрĕ (перевернулась). В. Ив. Касăсем (борозды) пурте, ӳпне çавăрăнса, умĕнхи касă лупашкине йăванса пымалла. Чем люди живы. Вăл чăпта пек йăваннă-кайнă. Он свалился как куль. N. Чĕп йăванчĕ-карĕ. Чупса пытăм — чĕпĕ вилнĕ-кайнă. Никит. Урапи тӳрем çĕртех йăванса кайрĕ. Телега перевернулась на ровном месте. Альш. † Пĕчĕккĕ пукан, йĕс пукан, йăванмĕ-ши (не повалится ли) урам тăршшĕне? Орау. Ачипчипе пурсăмăр та пĕр вырăн çинех йăванаппăр (о спанье). V. S. Çилпе йăваннă вăрман, поваленный ветром лес. Якейк. † Майра сăнь пек пирн варли-ч; эпĕр тохса кайнă чох, пăхса тăрса йолĕ-ши, выртса йăванса йолĕ-ши? Наша милая была лицом как русская. Когда мы будем уезжать, то будет ли она смотреть нам в след, или она повалится (с горя) на землю? Юрк. Салтаке, мĕскĕн, йăванат-каят (валится). СТИК. Ăрамра пĕренесем йăванса-кăна выртаççĕ! Бревна лежат на улице в симметричном порядке. (Частичка «кăна» придает здесь выражению оттенок восхищения). || Завалиться. Орау. Кайса, йăванас пуль: ăйăх килет. Пойти завалиться: хочется спать. || Вываляться. Абыз. Первей тикĕт çине кĕрсе йăванчĕ, тит (вывалялся в дегте). || О повалившемся кустарнике. Альш. Ун пек шывлă-шурлă çĕрсенче хăва выртать вара йăванса (лежит повалом). || Переваливаться. Бгтр. † Выртан каскă йăванса юлчĕ. Лежачий кряж перевалился. Ib. Мăн çул çинче упа йăванса пырать. (Çил-арман). || Катиться. Упа 678. † Эпир сирĕн патра килтĕмĕр, шурă çăмарта пек йăванса. || Валить валом. Якейк. Айтăрах! ăрамра шу йăванать! Вода так и валит (течет сильно) по всей улице! Сала 282. † Хура шыв юхать йăванса, хумăшпа хăях хушшинчен. N. Тинĕс хумханнипе тем пăсăкăш шыв хумĕсем тинĕс уттисем çинелле йăванса пынă та, вĕсем çинчи ялсене, хуласене нуммайĕшне хăйсемпе пĕрле тинĕсе, юхтарса кайнă. Сред. Юм. Çырмара çăмăр хыççăн шыв йăванать анчах (вода сильно течет). || О густом хлебе, который валится, стоя на корню. Сред. Юм. Кăçал тыр лапрах вырăнсĕнче йăванса пôлнă. Нынче хлеб на низменных местах даже лежал (хорошо уродился) || Ошибка, вм. явăнса? Н. Карм. † Хĕвелсемех тухать хĕрелсе, улма-йăвăçсене йăванса; пĕр тавранмасассăн, пĕр таврăнăп, хам çуралнă çĕр-шыва çаврăнса.

йăкăртат

(jы̆гы̆рдат), гл. подр. быстрым, частым и коротким движениям. Орау. Чӳрече кĕленчи çинчен çăмăр шыв йăкăртатса юхать (течет быстрой извилистой струей по стеклу). Толст. Вĕсем (клопы) урайĕнчен йăкăртатса пыраççĕ (бегут) те, чашкă çине улăхса каяççĕ. Б. Олг. Кабы̆р х¬э̆р каjат похха jы̆гы̆рдатса; вы̆л п¬олат jы̆гы̆лhа х'¬э̆р, шох х¬э̆р, jазар. Тюрл. Йăкăртатса = хăвăрт, тӳрĕ, илемлĕ (напр. отать). Баран. 85. Курăк хушшинче пĕр май пăчăрсем (рябчики) йăкăртатса çӳреççĕ (семенят). Зап. ВНО. † Ĕçрен канлĕ пулсассăн, пирĕн ялăн хĕрĕсем пĕрнепеле вăрмана йăкăртатса утаççĕ. Орау. Арлă-арăмлă пасаралла йăкăртатрĕç. Тет. Шăши йăкăртатса чупса кайрĕ.

йăкăртмалла

назв. игры. Афанасьев, Çĕне-Кипек. Йăкăртмалла выляни. Йăкăртмалла час-часах çытармара вылаççĕ. Йăкăртмалла выляс пулсан, пур те çерем çине ĕретĕн ларса тухаççĕ. Хăшне-те-пулсан пĕрне хуралльçă (= хуралçă) тăваççĕ те, ларакансем хăйсене хирĕç тăратаççĕ. Унтан е пиçиххи, йе урăх япала илеççĕ те, хăйсем хыçĕнчен: ер, ер, ер те пул, тесе, çав япалана пĕр-пĕрин патне вăрттăн ута-ута яраççĕ. Çав вăхăтра вĕсем çав япалана мĕнле-те-пулсан çухатаççĕ. Хуральçи хытă пăхса тăрать те, вара çав япала ăçтине каласа парать. Хуральси çав япала ăçтине пелсен, ыйттисем хушшине кĕрсе ларать те, ун вырăнне хуральçа, камра çав япала тупăннă, çав тухать. Хуральçă çав япала ăçтине пĕлмесен, питĕ лайăх патак çисе илет: унăн пуçне аçампа чăркаççĕ те, е йĕвенсемпе, е чышкăсампа хĕнесе илеççĕ.

йăлăм

луговая сторона реки. Нюш-к. Халăх хăвалама йалăма кайнă. N. Йăлăм, пойма. Б. Атăл йăлăмĕ. СПВВ. „Йăлăм — черемисское слово" Ядр. Йăлăм, долина (по словам В. Н. Орлова). В Тет. у. Йăлăм ― низменность. Левая сторона Волги. Сред. Юм. Чебокс. Йăлăм — луговой берег Волги, где луга и леса. М. Олг. Йăлăм енче, за Волгою. Шорк. Йалăм енĕ, луговая сторона Волги. . Атăл орлă каççа, йăлăма кĕрсен... Когда въедешь в хвойный лес за Волгою. Рекеев. «Йăлăм или Атăл йăлăме. Левая, низменная сторона Волги почему-то называется Атăл йăлăмĕ. О переселившихся за Волгу говорят: «Вĕсем Атăл йăлăмне куçнă». Около нас есть два селения с одинавовым названием: одно из них, находящееся на низменном месте, вблизи реки, называется Йăлăм Патăрьелĕ (Пайтар ялĕ sic!), а другое — Тури-Патăрьелĕ». Истор. Пуринчен ытла йăлăмри çармăссем усал пулнă. || Заволжский лес. Панклеи. Пĕре йăлăм хоралçи патне кашкăрсам опана хăваласа пырчĕç, тет. Ягудар. „Йăлăм ― сосновый лес на той (левой) стороне Волги. IЬ. Ку курăксене йăлăмран татса килеççĕ". Моштауш. Хăшĕ-хăшĕ йăлăма пӳртлĕх, мулчалăх, хампарлăх, сарайлăх и вителĕх кăларма каяççĕ. Шарбаш. Йăлăм — хвойный лес. Зап. ВНО. Йăлăм, йăнăм, заволжский лес (Козмод. у.). Янза-к. Йăлăм, хвойный лес (вообще, не только за Волгой). Ягудар. Йăлăм; йăлăмра хыр вăрманĕ, хырлăх. Сказки и пред. чув. 102. Хĕлле пусан, Йăлăмра халăх пӳртлĕх кăларать. Ч.С. Йăлăм хытă çуннăран ял çине çап-çутă ӳкнĕ. || Назв. долины около сел. Илебар, б. Чебокс. у. || Назв. поля около села Елаура, Сенг. у. Макка 49°. || Назв. Сел.: 1) Мочеи, б. Аликов. вол. (Макка 108); 2) Мало-Батырево, б. Батыревской вол. См. Йăлăм-Патĕрьел. || Назв. околотка с. Чуратчиков, б. Цив. у. (на левом берегу реки Тĕрер). См. Золотн. 178. Отн. «Сăр йăлми». См. Ашапатман.

йăлт

(jы̆лт), совершенно, совсем. См. МКП. 129, 130. N. Ĕлĕк пĕр ватă карчăк пулнă, тет. Йăлт йӳтенĕ (чрезмерно старая; в Хорачка толкуют: дэзэ аҥграны, пэ̆тнэ̆), тет. Истор. Вĕсем çапла... йăлт хатĕрленсе çитнĕ. N. † Окошка умĕнчи кăвак çеçки пӳрте майлă (к избе) выртмаççĕ, йăлт хирĕçле выртаççĕ. Сĕт-к. Хватлă çомăр çуса Мочкаш çинчи, Выл çинчи армансене йăлт хирсе кайнă (армансам татса кайнă). Изамб. Т. Йăлт аптăрамалла, совсем потеряешь голову. Бюртли-Шиг. Вăл вара вĕсен чен малтан йăлт ыйтса, тĕпчесе пĕтерет-чĕ. N. Кунта йăлт чăваш. Здесь все чуваши. Собр. † Курка сарă тийиса, йăлт та йăлтах (совершенно, до капли) хурас (выпивать) мар, хамăра намăс кӳрес мар. См. йăлт.

йăлхавлан

лениться. ХЛБ. Ĕçлессе те вĕсем хальхи çамрăк çынсем пек йăлхавланса, васкаса ĕçлемен.

йăмăх-хĕрлĕ

ярко-красный, ослепительно-красный. СПВВ. Х. Йăмăх-хĕрлĕ. Сред. Юм. Йăмăх-хĕрлĕ, очень красный. Шибач. Йăмăх хĕрлĕ = çара хĕрлĕ. КС. Йăмăх-хĕрлĕ, густо-красный. || Ярко-малиновый. Сир. 87. Йăмăх-хĕрлĕ тумтирпе тумлантарнă ăна. Ib. 280. Вара Иуда вĕсем тăнă вырăна пынă та, Израил çыннисем темĕн чухлĕ ылттăн-кĕмĕл илнĕ, гиацинтлă тумтирсем, йăмăх-хĕрлĕ тумтирсем, тата темĕн чухлĕ мул пухса илнĕ.

йăмлăх

материя (вещество). Крайне сомн. сл! N. Хăйсем вĕсем час-часах калаççĕ: ăçтан йăмлăх (маттери) пулнă? теççĕ. Ib. Хăш çынсем: маттери (йăмлăх, япала амăшĕ, япалалăх), чăсăмлăх (пространство) ĕмĕр-ĕмĕрех пулнă, вĕсене никам та пултарман, тесен, ĕненмеççĕ. Ib. Ăслă çын та пĕр тĕслĕ йăмлăхранах (маттеринченех) пулнă. (Я думаю, что этого слова в языке нет).

йăпăлкки

кокетливый. Жит. св. Февраль. Çав чиркĕве час-часах каякан йăпăлкки хĕрсене курсан, вĕсем кĕписене йăпăлккилле çĕлесе тăхăннине курсан, манăн чĕрем хуйхăрмасăр тӳсеймест.

йăпăрт

(jы̆бы̆рт), подр. моментальному действию. Яргейк. † Ах, аки Утатти, арчи тавра вăрт çаврăнат, икĕ а(л)лине шурт çапат, пуçне йăпăрт хыççа илет (Свад. Песня). Малт. шк. вĕр фиç. 122. Хĕлĕхе пăта çумне нумайтарах пусса тăрсан, вăрăм лини, йăпăрт пусса илсен, пăнчă туртать. Ib. 124. Тимĕр листа пит йăпăрт чĕтренсе, калла-малла сулкаланса, пире илтĕнекен сасă кăларать. Яргейк. Алăк уçса кăларсарчĕ, эпĕ каяла пăхрăм (посмотрел) та, йăпăрт куçне шăлса илчĕ (она). Б. Илгыши. Патне пыра пуçласан, шăши йăпăрт кăмака айне кĕрсе пытанать, тет (моментально убежала от него под печку). Ядр. Ик аллине шарт çапать, куçне йăпăрт шăлса илĕт. Б . Олг. Лакчаг-орлы jы̆бы̆рт анџах посрэ̆. Он живо перешагнул через (не широкую яму.) Шибач. Йăпăрт, скоро. Ib. Йăпăрт! кĕчĕ. Б. Олг. Корка йăпăрт илĕт те, той пуç стелĕ синчен, чикет кăсийине, тохат-каят орама. С. Йăпăртах кайса пăхам (тотчас). Якейк. Мишка петне (=патне) йăпăрт кайса килем-и? Я мигом схожу к Мишке. Можно? Шел. 153.. Йăпăрт-йăпăрт йăвана кĕре-кĕре пăхатăп. П. Патт. 26. Вĕсем йăпăрт та йăпăрт хулла пĕрне-пĕри тыттарнă. СТИК. Чĕрĕ пулă алăран йăпăрт тухса ӳкет. (Выражает слизкость рыбы, как она легко вырывается из рук»). || N. Йăпăрт! (не сильный дристок). || Пшкрт. jы̆βы̆рт, - тихо (синоним слова йăпăштăн). || Прозвище. Зап. ВНО. Йăпăрт Еххим.

йăпăртаттар

понуд. ф. от гл. йăпăртат. Чăв. юм. 1919, 16. Хăй пĕчĕкçĕскер, вĕтĕ урисемпе йăпăртаттарса (быстро семеня), ташласа та илчĕ (сплясала). Çуттала. 62. Çур-кунне вĕсем йăпăртаттарса-кăна çӳреççĕ, халь аран урисене сиктеркелесе выртаççĕ.

Йăрар

назв. реки. Кан. 1927, № 213. Вĕсем Йăрар шывĕ тăрăх ĕçлеççĕ.

йăт

(jы̆т), поднимать, носить, таскать, положить на себя и нести. ЙӨН. Таканапа шу йăтаççĕ, витре ăшĕнче пуç çăваççĕ. СЧЧ. Мирон пичче хай йĕрĕх пĕрнине илчĕ те, пахчаналла йăтса кайрĕ (понес). Ч.С. Çынсем хăшĕ чĕрес, витре, касмăк çĕкленĕ те, шыв йăтаççĕ (таскают воду). Ала 55. Йăтсан-йăтсан, манăн кĕлетре нимĕн те юлмаþ (я перетаскал все). Орау. Ула-кураксам йăва çавăрма хулăсам йăтаççĕ. Вороны таскают прутья для гнезда. N. Анна вут йăтма кайнă. Анна пошла таскать дрова. N. Ачана йăтнă ― пырать. Несет ребенка. М. Кукшум. Пирĕн те вут йăтас, çын янтипех ăшăнса выртас мар пăрмаях. Шимер-Пось. Вĕсем ахаль пыман-мĕн, çăварĕсемпе пылчăк йăтса пынă (таскали во рту грязь). Упа. Çак упа тус пирĕн пуçне йăтса пăхать (поднимает голову) ― хыр йăвăсĕ çинче вĕлле çакăнса тăра парать. Якейк. Йăтиман нумай йăтнă, тет. (Послов.). Курм. Вăл кĕнекесене пасарта, тата ялсенче йăтса çӳресе сутать-чĕç. N. Ĕлкĕрмен-и-хă? ― Ĕлкĕрнĕ; йăтса кĕреп ĕнтĕ. Разве не готово? ― Готово, сейчас внесу. Сюгал-Яуш. Вара пулăсене йăтрăм та (положил на себя), киле кайрăм. N. Йăтса пыр, нести, тащить. N. Йăтса çитер, донести куда. Орау. Хăшĕ хĕрне йăтса çӳременни анчах. Иная готова дочь свою носить на руках, т. е. очень балует ее. Чаду-к. Кайран вара саккăрăн яла йăтса хăпарчĕç. Çĕнтерчĕ 29. Тулла шăтăка йăтса пăрах. Сл. Кузьм. 66. Вăл тинĕс хĕрринчен темĕн тĕрлĕ чăнкă ту çине михĕпе тулă йăтнă (таскал мешки с пшеницей). Взять что-либо, чаще ― тяжелое. Альш. Аслă ывăлĕ хăйрине (точило) йăтать, тет те, каять, тĕт, çӳреме. Шурăм-п. № 16. Хыйă йăтнă. Взяли лучину (лучинки) в руки. Ала 26. Мĕн тума (к чему) ун чухлĕ сухари йăтăрăн? (взял с собою). Шибач. Хоçи сенкĕ йăтрĕ (взял) те, чопрĕ хытă çав ачасам патне. || Добыть в изобилии. Якейк. Апи ĕнтĕ кăçал хăяр йăтса илĕ! [у тебя (говорит матери) нынче будет много огурцов]. ― Йăтса илес çок эп, лартмастăп та. Янтик. Ну, йăтрăмăр пулла. Ну, и наловили мы рыбы! (т. е. поймали много рыбы). || Выдерживать. Орау. Пăр хулăм шăннă ĕнтĕ, лашана та йăтать (выдерживает лошадь). Ч.П. Пилеш пиçсе çитнĕ чух, аври йăтса лараймасть. || Принимать (в картах). N. Йăтрăм. Я принял. || Обрушить. Срв. и ш. N. Уç! Уçмасан, йăтса антарап, тет. Он говорит: «Отвори, а то я разрушу (избу)» Синерь. Тапратрĕç, тет, вăрçма кашкăрпа вуникĕ мăйракалли вите (sic!) йăтса антарас пек. Чорт и волк принялись драться так, что казалось, что они обрушат конюшню.

вĕренкеле

учащ. ф. от гл. вĕрен. Стф. Хулана çӳре-çӳре, вĕсем хăшĕ-хăшĕ вырăсла калаçма вĕренкеленĕ (т. е. немного).

вĕсем

они. Вишн. 65. Вĕсем çав амăшĕсем карта (рожок) таса тытман пиркиех вилсе пĕтеççĕ.

вĕсене

им, их (дат. и вин. пад. от вăл). Вишн. 66. Вĕсене нихçан та апла тума ирĕк парас пулмасть, пĕр маяхах сыхласа пăхса тăрас пулать вĕсене. Ib. 65. Вĕсене çыхмасан, вĕсенĕн алли-ури чалăш пулĕ, тесе, ан куллянăр; вĕсене çыхмасан, вĕсем чалăш-чĕлĕш аллă-ураллă пулас çук, пушшех тĕреклĕ ӳсĕç вĕсем апла. Ib. Вĕсене вĕри шывпа çăвах тăрас пулать. Чер. чун. яп. й.-к. пур. 19. Çапла раксене е вĕсене евĕрлĕ (у др. вĕсен евĕрлĕ) чĕрĕ япаласене тăшмансенчен çирĕп хупă анчах хăтарса усрать.

вĕçтер

понуд. ф. от гл. вĕç. КС. Шăнкăрч чĕпписене вĕçтерчĕ (пустил летать своих птенцов). N. Кĕлмĕçĕн çăнăхне çил вĕçтернĕ, тет. («Где тонко, там и рвется»). N. † Сăрт айĕпе çол турăм, çил-тăман килсе вĕçтерсе карĕ (занесло метелью). Якейк. Тыр вĕçтерес ― таса мар тырра çил пор çĕре илсе тохса, вĕçтерес, тени полать. Шăналăк сараççĕ те, пăтаккапа çав шăналăк çине тыррине йохтараççĕ; вара пор çӳпĕ-çапă вĕççе кайса пĕтет, пĕр таса тырă анчах йолать. N. Куç курми вĕçтерет (бушует пурга, буран). N. † Хранцус тутăр вĕçтертĕм (пустила развеваться) савнă тусăм кăмăлĕшĕн. || N. Мĕшĕн ачан ăйхине вĕçтертĕр? Зачем вы разгуляли ребенка? || N. Ăша вĕçтерекен (тоскливые) шухăшсем. || Сказки и пред. чув. 14. Утă пĕтсен, тыр вырма хура халăх вĕçтерет (спешит, стремится). Ч.С. Эпĕ, çак сăмахсене илтсенех, тăр та, нимĕн чĕнмесĕрех, киле çарранах вĕçтере патăм. N. Иван вара çавăн чухах кăвакăн-симĕсĕн курăнакан çĕрелле (где виднелся сине-зеленый туман) лашине вĕçтерчĕ, тет (припустил). Б. Яныши. Эпĕ апи апла пурнине (= пынине) курсассăн, часăрах килелле вĕçтере партăм. Ib. Эпир, уя тухса тарас тесе, тирне-тирне (= тирĕне-тирĕне, спотыкаясь) вĕçтере партăмăр. Орау. Туххăм вĕçтерсе кайса килем-ха (сбегаю). Янгильд. Петĕрпе омлă-хыçлă соваска çине лартăмăр та, вĕçтерсе анса карăмăр. || Хыпар № 25, 1906. Ялсенче халĕ час-часах студентсем çинчен калаçаççĕ. Вĕсем çинчен темĕн те пĕр вĕçтереççĕ (пускают слухи). Ib. № 23, 1906. Удел вăрманĕсене ют патшалăхри хуçасене сутаççĕ, терĕç. Анчах вăл тĕрĕс мар иккен, ăна веçтерсе-калаçнă. КС. Ял тăрăх çăмах вĕçтерсе çӳрет (сплетничает). || Завражн. Вĕçтерсе тăкам ак! Изобью! || Форсить.

вĕçе-вĕçĕн

один за другим, гуськом; концом к концу. Пазух. Вĕсем вара иккĕн веçе-вĕçĕн карта тавра, çак юрра юрласа, утса çаврăнаççĕ. Регули 878. Вĕçе-вĕçĕн вĕççе каяççĕ. Ib. 1275. Вĕçе-вĕçĕн отса каяççĕ. Хурамал. Икĕ йĕкене, пĕчĕк вĕçĕсене пĕр çĕре хурсан, вĕçе-вĕçĕн (конец к концу) пулать вара. Ст. Яха-к. Пурте вĕçе-вĕçĕн ярăнса анаççĕ (скатываются с горы на салазках).

вĕç-вĕçех

то-и-дело, часто, постоянно. Хурамал. Вĕсем панчен хыпар вĕç-вĕçех килет (вĕçĕмренех килет). (От них вести приходят часто, то-и-дело. Персирл. Вĕç-вĕçех йорласа çӳрет. Постоянно ходит и поет.

вĕçне юл

остаться с чем-либо (малым, скудным). Н. Яха-к. Акă ĕнтĕ, ачам, çаккăн вĕçне юлтăн; халĕ хăвăн ирĕкĕнте-ччĕ, ĕнтĕ çын аллинчен пăхас пулать. Ан ӳпкелесе кай; килсен, ан хăрат, лăпкă çӳре. (Обращение к умершему). Ст. Чек. Пĕр кĕрепенкке çăккăр вĕçне юлнă. Остался с одним фунтом хлеба (больше в запасе нет). Ч.С. Çапла вара вĕсем икĕ лашаран пĕр лаша вĕçне анчах тăрса юлчĕç (остались только с одной лошадью). Яжутк. † Пĕр кун вĕçне юлтăмăр (нам остается только один день). Пирĕн пурăнăç пĕтсе килет. (Солд. п.). Макс. Чăв. к. I, 70. Ах, тăванăм йăмăк пур!.. Чĕрçи çинче ӳстертĕм, аркăм çинче вылятрăм ― аркăм вĕçне т(ă)ра юлчĕ! (т. е. мы скоро разлучимся). N. Килте (ĕç) хĕр-арăмсем вĕçне юлать. Дома (работа) остается на попечении женщин.

вĕçнелле

по направлению к концу. Альш. Лачака (назв. одного болота) вăл Пушчă-кассийĕн вĕçнеллех килет. Кан. 1927, № 212. Вĕсем октяпĕр уйăхĕн вĕçнелле (= о. у. пĕтнĕ тĕлелле) килеççĕ.

вĕççĕн

(вэ̆с'с'э̆н'), употребл. в см. послелога. N. Укçа вĕççĕн пурăнат. Живет покупая все на одни деньги. СТИК. Чăлха вĕççĕнех (в одних чулках) тухса карăм. Ib. Хӳме урлă чĕрне вĕççĕн тăрса пăхат. Встал на цыпочки и смотрит через забор. СПВВ. Кĕпе вĕççĕн (в одной рубашке); сăхман вĕççĕн (в одном кафтане). Ч.С. Кил-йышсем калаччĕç: кĕтĕве хăвалама та ĕнтĕ пĕр ĕне вĕççĕн анчах тăрса юлтăмăр (остались с одной только коровой, во время мора). В. Тим. Пĕчĕкçĕ тихам пур, вĕрен вĕççĕн (на веревке) тăранать. (Йĕке). Яргейк. Хăй аяккалла килкепе вĕççĕн кайса выртрĕ, тет (он). С. Мокш. Чĕлпĕр вĕççĕн лаша мăнтăрланать. (Йĕке тулни). Т. II. Загадки. Пĕчĕкçеççĕ тур лаша вĕрен вĕççĕн тăранать. (Йĕке). Ч.П. Вĕрен вĕççĕн вăл вылять (лаша). КС. Вăл ĕнине ал вĕççĕн (из рук) тăрантарса усрать (кормит хорошо, хлебом и пр.). Бес. о земл. Курăксене, тырăсене е алă вĕççĕн (руками), е тĕрлĕ машшинасемпе пухаççĕ. НАК. Вĕсем (большие парни) пĕчĕк ачасем пек алă вĕççĕн илсе çисе çӳремеççĕ (не кусочничают), сĕтел хушшине ларсах çиеççĕ. (Сурăх ури). N. Сăмах вĕççĕн çырни, диктовка. СПВВ. Хăйсем вĕççĕн (или: ĕççĕн), сами по себе, самостоятельно. Ч.С. Аттерен анне вĕççĕн (с одною только матерью) пилĕк çулта юлтăм. Ст. Чек. Ун вĕççĕн (с его помощью, т. е. пользуясь его милостью) çăккăр çимелле ан пултăр!

йăх

(jы̆х, jŏх), род племя. Хурамал. Йăх йăха туртать, несĕл несĕле туртать, теççĕ (= пурте пĕр пек пулаççĕ). Ч. С. Тата вĕсем хăшин-хăшин (новорожденного) ятне ашшĕ-амăш ячĕ; хӳрăнташ-ăру ячĕ майлă ел йăх ячĕпе хураççĕ. Истор. Вĕсем çемйинче темиçе çын пулнă. Çав çемьене вĕсем ,,йăх“ тенĕ. В их семье было много людей. Эту семью они называли родом. Хорачка. Сŏлттаны̆н jŏҕŏ пэ̆ттэ̆рэ̆ (род прекратился). Юрк. Сăн пек наянни пирĕн йăхра çук. Таких лентяев, как ты, нет в нашем роду. Собр. † Иккĕн тăван ӳсрĕмĕр, çич йăх (срв.çичĕ-ют) килчĕ-уйăрчĕ. (Хĕр йĕрри). СТИК. Мĕнле йăхран тухса кайнă çав халăх? От какого племени произошел этот народ? || 0 животных. Янтик. Йăхшĕн илсе ятăмăр-çке çак пăруна! (т. е. пăрăва). Ведь мы на племя купили эту телку! Ч.С. Халĕ те ĕнте (= ĕнтĕ) çав сурăх йăхех вуник пуç-и-мĕн пур. И до сих пор имеется что-то около двенадцати голов из потомства той же овцы. || Sреrmа. Паас.

йăх

(jы̆х) одлодотворять; Ifutuere.Тюрл. Кам ... нă осĕнĕ? Quis futuit cas? N. Кус-ха, çавна кайса ... пĕрре, сан пек сарă ачсем пулччĕр (= пулччăр). Ib. Манăн çавна ... ассăм килет. Хăйсем арлă-арăмлă пурăнаççĕ, темĕшĕн йăхаймаççĕ: те упăшкинче айăп пур, те арăмĕнче. Арамĕнче пулсан, вăкăр (т. е. ют арçын) ярса, пăхмалла. Вăл урăх качча кайсан тин палăрат. || Oriri, concipi. Альш. Камран йăхнă çынсем вĕсем? От кого они получили происхождение? Г. Т. Тимоф. Сомн. ? || Оплодотворяться. Изамб. Т. Пĕрре ярупах кĕсре йăхăрĕ. Кобыла понесла с одной случки. N. Тăвасса турăмăр та, яхмарĕ (ачи пулмарĕ).

йĕке

(jэ̆г’э, Пшкрт. jэ̆ҕӓ), веретено. Сред. Юм. Пĕчик ача ашкăнсан: йĕке тăрăш пôлман хăй, тавна ôн пик хытланса çӳрет, теççĕ. Чураль-к. Вĕрен тăрăх лаша самăртăп. (Йĕке толтарни). СТИК. Пирĕн хĕр-арăмсем йывăрлансан: мĕн ача çуратăпăр-ши? тесе, пĕлешшĕн вилеççĕ вара. Вĕсем, тĕлĕксем курсан, юри кӳрше кайса, çавăн çинчен калаçаççĕ. Тĕлĕкре йĕке курсан — хĕр çуралат, шăшлĕ (sic!) курнă пулсан — ывăл çуралат, теççĕ (если беременная во сне увидит веретено, то, говорят, родится девочка; если увидит кочедык, то сын). Ib. Йĕке — делается из беревы. Ib. Йĕке вăшăлтатат. Веретено жужжит. Орау. Темскер ман ура тупан ыратать-ха, чăтмалла мар, тен такăш йĕкепе шăтарать-и? Ib. Пĕрене, йĕке пек, пĕр пуçĕпе йăванса анса, тăрăнчĕ (ткнулось в реку). Юрк. Йĕке (пир тĕртнĕ çĕрте) Ст. Чек. Хĕр йĕке урлă каçсан, упăшки кукша пулат. Если девушка перейдет через веретено, то муж ее будет плешивым. Тораево. Пĕр çынăн çичĕ ывăл пулнă, тет. Çав çынăн арăмĕ тата йăвăр çын пулнă, тет; ывăлĕсем калаççĕ, тет, амăшне: апай, хĕр пулсан, алăк çине йĕке чик; ывăл пулсан, шĕшлĕ чик, тесе калаççĕ, тет. Амăшĕ хĕр çуратрĕ, тет те, алăк çине йĕке чикрĕ, тет. Якейк. Вăл (растение) йĕке вĕç пек тохса, çитĕнсе ларать. Собр. Уй варинче йĕке чĕрес. (Ан хурмалли). Сятра. Тата ан йăвăççи курчĕ, тет те: ку мĕн, тесе, калать. Çын калать: ку апин йĕке чĕресĕ, (тет). || Часть мельницы. См. арман. Синерь. Армана çавăрат. çавăрат, тет. Ништан, тан авăрмаст, тет. Йĕкĕ кутне пăхрĕ, тет те, вуник мăйрауалăскĕр ларат, тет. Уресмет. Йĕке — небольшое железко, на котором находится нижний жернов N. Йĕке айĕ — коробка, в которой находится пятка веретена. || Осён у тăпса. (Б. Бур. Тăпса — вращающаяся часть деревянных ворот). В. Олг. Ой хапхи алăк йĕки. || Ось скатльицы. Н. Карм., КС.

йĕкĕлте

(jэ̆гэ̆л’д’э), дразнить, насмехатьея. Нюш-к. Хайхи çын çăмăр çăвакан енелле кайне (свой зад) уçса, аслатие йĕккĕлтесе (так!), аллипе кайне çăт-çăт-çăт çапса ларать (хлопает). Сред. Юм. Йĕкĕлтет. Насмехается над другим с целью унизить его. Тораево. Вĕсем, вăрмана пырсан, пĕр упа шăтăкне курнă, унта упи пулнă. Вĕсем упине йĕкĕлтесе кăларнă та, упи, шăтăкран тухсассăн, пĕр 4 йăвăçа ыталаса илнĕ, тет. Янтик.,,Йĕкĕлтесзначит дразнить человека его же характерными жестикуляциями“. Пшкрт. мэ̆н jэ̆ҕэ̆лдӓзӓ т̚ы̆рады̆н мана? мана? Что ты меня дразнишь? Хорачка лӳл, лӳл, лӳл, jэ̆ҕэ̆лдэзэ ты̆рат (çынна мăшкăлакан çын). N. Ачасам вăрçнă чохне, Йăван вăлсене пĕр сепех йĕкĕлтесе тăрать (подзуживал, поддразнивал, побуждая к драке). СПВВ. Пулă вăлтава хыпмасть, ахаль анчах йĕкĕлтет (только дразнит рыболова). Янтик. Ачасене йĕкĕлтесе вăрçтаракан çынна ман корас килмеçт. Я не могу видеть человека, который любит раздразнивать, наушничать и подговаривать детей. N. Чĕлĕм туртман чухне темскер (= темĕскер) çитмен пек йĕкĕлтесе тăрать: ĕçес килет, тесен, ĕçес килмест; çиес килет, тесен, çиес килмеçть — тем çитмеçт. Чĕлĕм туртсан, вăл-ку лăштах пулать. Изамб. Т. Йĕкĕлте, дразнить человека, насмехаться, раздражать. Ib. Мĕн йĕкĕлтетĕн? эп ача мар вĕтĕ (= вĕт). Что ты дразнишь меня? Я, ведь не дитя. Ст. Чек. Йĕкĕлтеççĕ шăппăрпа. Н. Ч. Мана сăнасшăн пит хытă йĕкĕлтеççĕ. Капк. № 6, 1929. Йĕкĕлтеççĕ те, вăрçаççĕ. Тюрл. Пĕчĕк ача мар вĕть эс мана йĕкĕлтемĕ. Ты не ребенок, чтобы дразнить меня. СПВВ. ЕХ. Йĕкĕлтеме = çилентерме. Хыпар № 41, 1906. Земство укçипе школасем, больницасем, библиотекасем (кĕнекесем тытакан вырăн) тунине, агрономсем усранине те вĕсем: харам ĕç, халăха кирлĕ мар ĕç, тесе, йĕкĕлтенĕ. || Наущать, подстрекать. 10 горьк. грозд. Шуйттан йĕкĕлтенĕ тăрах, унăн пĕр намăссăр арăмпа калаçмалла пулнă. || Ябедничать. Якейк. Йĕкĕлте = елекле. Ib. Йĕкĕлтесе ваттарса вĕлерет ĕнтĕ. Шибач. Йĕкĕлтесе çӳрет = елек парать.

йĕкĕт

(jэ̆гэ̆т), молодой человек, парень; молодец. Ст. Чек. Йĕкĕт = çитĕннĕ ар, парень. Образцы. Калăрсамăр йĕкĕте, хĕр ĕмĕтне ан таттăр. Зап. ВНО. «Йĕкĕт — юла; молодой, ловкий парень» (б. Буинск. у.). Ib. † Вĕттĕн, вĕттĕн утакан пурте хитре йĕкĕт мар. Ib. † Ача, йĕкĕт, хам хыççăн, ларма çулпе (= çулĕпе) хам ертсе хам каям. Янтик. † Ан куллянăр, йĕкĕтсем, хôрĕх çулхи хĕр пур, тет. Не тужите, молодцы: говорят, что (для вас) имеется сорокалетняя девушка. Ст. Шаймурз. † Ачăрсем те матур, йĕкĕт таса, мĕншĕн тупаймасть савнине? Ау 254°. † Шурă Атăл хĕринче мĕн ĕçлеççĕ? — Икĕ йĕкĕт лавккасем лараççĕ. N. Атăлăн леш енче икĕ йĕкĕт лавкка лараççĕ, шерпетпеле питне çăваççĕ. Ала 55. Йĕкĕт! кĕрсе кай-ха. Молодец, взойди-ка туда. Ib. 66. Çапла вара хĕре исе тухса каяççĕ; хĕре исе тухсан, кĕрӳ-каччи çумĕн йĕкĕтсем çав малтан каланă юрăсене юрлаççĕ. N. Анчах ĕçлекен хуртсем йĕкĕт çав: кĕр-кунне, пылсене илсен, вĕсем валли вĕллене апат сахал хăварсан, вĕсем вара сăр-хуртсене хăваласа кăларса яраççĕ. Сред. Юм. Ача пит йĕкĕт ô, пôрне те пôлтарать. Парень молодец: все может сделать. Юрк. Ун пеккисене вара салтака плекенсем те: йĕкĕт! тесе, мухтаса илеççĕ. Таких, как он, при приеме на военную службу называют молодцами. М. П. Петр. Яш-йĕкĕт.

йĕмпĕлтĕх

слизняк, моллюск. Этем йăхĕ еп. пуç, кай. 28. Çак первейхи орканисăмсем чи начаррисем: йĕмпĕлчĕксем, тутăхнă е кăмпаланнă майлисем, микропсем, пактерисем е тата ытти çавăн пеккисем пулнă пулмалла. Ib. 64. Унччен вĕсем ухутапа пураннă, пулăсем тытса, тинĕс хĕррине йĕмпĕлчĕксем (надо: йĕмпĕлчĕксене çисе пураннă).

йĕрке

(jэ̆ргэ, jэ̆рэ), порядок, чин, церемония. N. Вăл чӳкĕн йĕрки ак çапла. Порядок этого жертвоприношения вот таков. N. Пĕри пĕр тĕрлĕ, тепри тепĕр тĕрлĕ кăшкăрашнă, ним йĕрки те пулман (никакого порядка не было). Чăв. й. пур. 26. Пӳртне çынсем йĕркине лартман, хыçала, çынсем хыçне, лартнă. Избу поставил не в общем порядке, а на задах. КАЯ. Çавăн пек ĕç йĕркине ăстариксем хытă пĕлеççĕ. || Очередь. Ашшĕ-амăшне. Ну, Лисахви, тенĕ: халĕ санăн йĕрке ĕнтĕ (теперь твоя очередь). N. Вырăн çине выртма-кăна йĕрке юлсан... Юрк. Чăваш та пырса чарăннине курсан, лешсем кунтан куласшăн: итле-халĕ, чăваш, сана авăртма йĕрке (рет) час тивес çук, эсĕ чи кайран килтĕн. Куратăн, санран малтан килнисем нумай; час авăртса каяссу килсен, тутар сăмахне: бзав, тесе, пире каласа пар, тенĕ. Рекеев. Йĕрке хывас или: рет хывас, обходить родных (визитировать) в первый день Пасхи. || Ряд (людей). Янбулат. † Йĕрки-йĕрки хĕр тăрать; ларас текен нăмай полч чон савани (саванни?) полас çок. Стоят рядами девицы; много оказалось желающих сесть, но нет среди них такой, которая была бы по душе. Сĕт-к. Выçакансем йĕрке туса тăраççĕ. Играющие образуют ряд. || Строка. Якейк. Б. Олг. Йĕрке, строка (письма). || Венец (бревен). Б. Олг., КС. Изамб. Т. Кутник тĕлĕнче маччаран пĕр-ик йĕрке аяларах сент(ĕ)ре пулат. || Строка в лапте. Пухтел. || Табель, таблица. М. П. Петр. || Обряд, обычай. Туй. Ашшĕпе амăшĕ калаççĕ: эй ачам, пиртен тухнă йăла мар, авалтан, ваттисем кăларнă йĕрке, теççĕ. N. Ку йĕрке çапла пĕтет. Чхĕйп. Вăл йĕрке пĕтсен. Когда окончится этот обряд. Бюрганский. Акă унăн йĕркине эпĕ сире каласа кăтартам-ха. Ib. Акă эсĕ мана вилнĕ çынсене асăнас йĕркене каласа парчĕ. Юрк. Карта пăтти те çӳк йĕркиех. N. Вара чӳк йĕркине калама пуçлать (молитву). Шурăм-п. № 22. Ĕлĕкрен юлнă йĕрке. Стариниый обычай. К. -Кушки. Тата, пит кирлĕ пулсан, тăхăр ялпа учук тунă йĕркине ярăпăр; ăна çырса хурас терĕç. || Повод; обстоятельство. Макка 130°. Эпĕ авланнине есир пĕлетĕр-халĕ. Йĕркине те пĕлетĕр пулĕ. || Обыкновение, правило. Ст. Чек. Упăшка хыççăн кайса: упăшка йĕркине тытса, упăшкана мĕн кирлине парса тăрса... Суждение. Намăс йĕркине пĕлмен вĕсем, çарамасах пурăннă. || Дело, касающееся чего-либо. Ч. С. Унта (т. е. в больницу) кайсан та, самай пулас çук çав (то-то и есть что... ему не будет легче...), ку пулнитса йĕрки мар; пулнитса йĕрки пулсан, кунта та турленĕ-ччĕ вăл. (Из рассказа «тетене керемет тытни»). Такмак. Эсир мĕн йĕркепе (зачем) килтĕр? N. Эпĕ вăрă туса, вăрă йĕркипе мар (не по воровскому делу) карăм салтака. || Уклад жизни. Изванк. Ватă-вĕтĕ пулмасан, пĕр йĕрке те килмеçт, теççĕ. (Посдов. Чхĕйп. Пуçлăхсам та, çаксĕне тĕрĕс туса тăмасан (если не будут это выполнять), халăха ырă йĕркепе усрияс çук. || Значение. Юрк. Курпунна кăларса, кутна мăкăртса, хытăрах ĕçлесен, тин çын йĕркине кĕрĕн, унсăрăн кахал анчах пулса тăратăн. || В качестве послелога. Юрк. Салтак йĕркипе (по делу о воинской повинности) пире, тетепе иксĕмĕре, прикаса чĕнтерчĕçĕ. Регули 167. Эп омпа поплесе пол тытнă тăрăх (или: тытнă йĕркипе). Я говорил с ним о (по поводу) рыболовства. || Случай. Кан. 1927, № 210. Ыӳрт пĕренисене те çав йĕркепех йӳне илтĕм. N. Эпĕ унăн йĕркине тупăп. Я разберусь в этом деле, т. е. добьюсь того, чтобы оно было решено по закону. (Так сказал человек, неправильно увояенный с должности). || Поветрие. В. Олг., Пухтел. К.-Кушки. Халăх йĕрки, поветрие. Ib. Санăн куçă мĕшĕн пăсăлнă? — Темĕншĕн, те халăх йĕрки пулчĕ. ||. Занятие; отрасль хозяства. Чтен. по пчел. № 17. Вĕлле хурчĕ йĕркин усси çинчен.

йĕтес

(jэ̆дэс, jэ̆д’эс), дужка, iugulum. См. етес охоти. Когда чувашская молодежь ломает дужку, то девушка ставит обыкновенным условием сплести эй пару девятилычных лаптей, а парень, со своей стороны, желает, что бы та ему сшила хорошенький кисет с кисточками. Последний служит любимым украшением парней, которые носят его при гостях, привязав к поясу, с левого бока. Н. Седяк. Йĕтес туртнă чух: вăлтмалла (улталамалла), вăлтăкана сăйламалла калаçăççĕ; кĕпе çĕлесе памалла калаçаççĕ; утмăл кашăк сăра ĕçтермелле калаçаççĕ. Епле кам кăмăлне килет, çапла калаçаççĕ. Йĕтес силлекенсем (сăйлакансем) ак çаплă тăваççĕ (пĕр йĕтесе иккĕн туртаççĕ): кӳлеççĕ кутăн пĕр çуна, çуна çумне вăрăм шерте çыхса, ун тăрне ялав çакаççĕ. Сăйлакан илет сăра е пыл, вара иккĕшĕ те, ларса, урама тухса каяççĕ. Лашине уттарса анчах çӳретеççĕ. Хăйсем вĕсем пĕр-пĕрин пиçиххине çыхаççĕ (свявываются куштаками), пылне хăйсем ĕçмеççĕ, урамри çынсене ĕçтереççĕ. Çапла йĕтес силлени вуласшăн туни анчах пулать. Утмăл кашăк сăрана кăмака çине лартса кашăкпа анчах ĕçтереççĕ. Çапла туни те шут тăвасшăн анчах пулать. Юрк. Йĕтес — дужка вместе с мясом. МС. Йĕтес туртас, ломать дужку.

вайшăн

(ваjжы̆н), искать удобного момента. Орл. Те тумтирĕсем, кĕпи-йĕмĕсем тĕссĕртен, те тĕрмиях çаплалла туса ярать вăл ристансене,—тĕрмене халиччен ленкмен çын пырсан, вара вĕсем ăна кĕç-вĕç хыпса çăтас пек: мĕн-те-пулин туртса илмелли çук-ши? тесе, шурă куçĕсемпе сиввĕн анчах пăхкаласа, мушике хĕстересшĕн вайшăнса çӳреççĕ. См. вайăкла.

Ватрас

назв. русск. дер. Ватрас, б. Василь-Сурского у. П. Федотов. † Ватрас çуни ват çуна, пирĕн кут айĕнчен тухас çук. Яргуньк. † Ватрас çуни лутрашки, пирĕн кут айĕнчен каяс çук (постоянно будем на них ездить). К. Г. † Ватрас вырăс сăхманне кĕрӳ сăхманă тунăсем (= тунă вĕсем). || Торгаш, собиратель дохлых ягнят, кошек и пр. Название это идет от ватрасских русских, занимавшихся раньше закупкой среди чуваш этого товара. Чебокс.

вашават

(важават), гостеприимный, приветливый. СПВВ. МС. Вашават. Çав çын пит аван: ĕçкере сăрипе чут ĕçтерсе вĕлереччĕ. Орау. Вашават; ĕне пăрушне пит вашават-çке. Ib. Çав Ухлек Яккувĕ çапла; хăй патне пырсан, пит вашават-çке. Пырса кĕрсен вара, ниçта кайса кĕрессе пĕлмеçт. Ун-кун чупса çӳрет; уна хатĕрлет, куна хатĕрлет. Хăй кулат, калаçать, ури çĕре перĕнмеçт. Çынна пит вашават вĕсем, хытă пăхаççĕ. Сĕт-к. Вашават карчĕкĕ те (хлебосольная, очею, радушно принимает гостей). Шумш. Чăххăн валтан тунă çăмартине вашават (scr. важат) çынна çитерсен, чăхă хытă (усиленно) çăмарта тăвать, теççĕ. || Радушие.

вашăклан

становиться отлогим. Баран. 163. Вĕсем (горы) майĕ-майĕпе вашăклааса пырса, тӳрем çĕрпе хутăшса, палăрми пулаççĕ.

вашт

(вашт), живо, быстро. Ст. Айб. Ăна (зайца) вĕсем ваштах çисе ячĕç, тет. СПВВ. Ваштах кайса килес. Никит. Ав мăнтарăн яш ĕмĕр, яштах-ваштах ирттĕрĕ!

вый-килли кĕни

обряд вхождения жениховых поезжан в выйкилли. Курм. НАК. Унтан вара вый-килли кĕме каяççĕ (вый-килли кĕни, тесе, хĕр ларнă пӳрте кĕрсе ташланнне калаççĕ). Вый-килли кĕме кайнă чухне, кĕçĕн-кĕрӳ пĕр курка сăра ăсать, мăн-кĕрӳ икĕ такмакпа кучченеç çĕклет те, икĕш малтан хĕр ларакан пӳрт алăк умне кайса тăраççĕ. Вĕсем хыççĕн вара пĕтĕм туй халăхĕ пӳртекӳне хăпарса тулать. Кĕçĕн-кĕрӳпе вый-килли хире-хирĕç алăк урлă тăраççĕ те, пĕр-пĕрне тав туса куркисене улăштарса ĕçеççĕ. Вый-килли кĕçĕн-кĕрӳрен, туй çыннисем хĕр патне кĕрсе ташламашкăн, вунă пус укçа илет. Кĕçĕн-кĕрӳ йăваш пулсассăн, парать вăл укçана: кутăн çын пулсассăн, памасăр тек чаркашша тăрать те, туй ачисем вара, вăл чаркашнă майĕпеле, вый-киллине çилентересшĕн, тӳррех çĕмерсе кĕрсе каяççĕ те, ташлах пуçлаççĕ. Çапла тӳлемесĕр кĕрсе кайнăшăн хăш кухне туй ачисемпе хĕр ялĕнчи ачасен вăрçă та тухать.

вырăн

место; местность. Ст. Айб. Выртсан, ут вырăнче: ларсан, черкке вырăнче. (Алăк). Яргуньк. Тăрсан, çăмарта вырăнĕ илĕп; выртсан, лаша вырăнĕ илет (sic! Кĕвенте). Альш. † Пĕкĕ те çук, ăсĕ те çук: ăс тăмалăх вырăн çук (у невесты). Т. П. Загадки. Тĕмĕн чухлă(= чухлĕ) вăрмана шăнăçмасть, пӳрт вырăнлĕх хире шăнăçать. (Сӳре). Истор. Халăх вырăнĕ-выранĕпе (местами) анчах пурăннă. Альш. † Вырăсла хапханăн вырăнĕ аслă, вырăспалан тутарсем кĕреймес. Пирĕн аттепелен анненĕн ячĕ аслă: пули-пулми çынсем кĕреймес. Кан. 1927, № 231. Кĕт сасă-чĕве пулсанах, чупса тухать: вырăнçех-и лаша? (на месте ли дошадь?). || Усаденное место. А. Альш. Ĕлĕкхи çынсен вырăнĕсем. Юрк. Ял вĕçне вырăн илсе, çурт ларттара пуçлат (строиться). Макка 209. Ие особенно мунчара пулать, тата вырăнта та пулать; вырăнта выльăх-чĕрлĕх хупакан çĕртре пулать. Могонин. Тепри уна хирĕç каларĕ: вот мĕн вăл киремет: помещик пак урăм çĕрте, вырăнпа пурнакан усал, терĕ. || Постель. Ст. Чек. Качча каяччен, унпа пĕр вырăн çине выртса пăхрĕç те, ним те тăваймарĕç. || Место службы, служба, должность. N. Оренбургра вĕренсе тухнă тăванĕ. Я çав хуларах гражд. гимназияна вырăна кĕчĕ. Юрк. Эсĕ çеминарире-вырăнта пурăннине эпĕ халичен те илтменчĕ. Истор. Хăй çапах та пысăк вырăна ӳкесшĕн тăрăшман. Юрк. Ку çулĕ (на этот раз) тата сана мĕшĕн вырăнтан кăларса ячĕç? || Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 13. Ĕмĕтленмен вырăнтан (неожиданно). || Польза. Сл. Кузьм. 91. Вăрланă укçа вырăна пымасть (не идет в пользу). || Основание. Юрк. Хурласа калаçмалăх (её) вырăн çук. Ib. Пĕртте усал сăмах калама та вырăн çук (нет основания). Ib. Ватă çынна хирĕçтерес мар, ун пек ырă çынна йăпатмалăх та вырăн пур. Ib. Вĕсем тĕлĕшĕнчен кăлăхах калаçма та вырăн çук (не стоит). || Место «на том свете». Ч. С. Турă сана аван вырăн патăр анчах (гов. умершему). N. Лайăх вырăн патăр. Макка 215. Ашшĕпе-амăшĕ калаççĕ: эй турă, пирĕн ывăлăмăра лайăх вырăн тупса парчĕ! теççĕ. || Домаш. ссоры до добра не дов. Санăн ăшу-чиккӳ вăркать, чĕрӳ хăй вырăнĕнче мар. Ты тоскуешь, у тебя сердце не на месте. || Гнездо (пчел). Торх. (Курм.). Хуртсем хăйсем вырăнне тасатаççĕ ама сысма.

вырăна хур

почитать, принять во внимание. N. Эпĕ вĕсем каланине пĕтĕмпех вырăна хурса пытăм. || СТИК. Турă аван вырăна хутăр, (тенĕ вилĕм çинчен илтсен ĕлĕкхи чăвашсем). || Уплести (съесть).

вырăнсăр

(-зы̆р), попусту, без дела, понапрасну. Псалт. 118,78. Мăнкамăллисем намăса юлччăрах: вĕсем ман тĕлĕшĕмрен пĕр вырăнсăрах йĕркесĕрленчĕç. Хыпар № 40, 1906. Вырăнсăр никама та тимелле мар тенĕ закон (неприкосновенность личности).

вырăс таврашĕ

вырăс тавраш, русские (вообще). Сл. Кузм. 72. Килтен тăхăнса кайнă питĕ сăхман вырăнне вырăс тавраш çĕтĕк тумтирне тăхăнса янă. Чĕмп. чăв. шк. И. Й. 27. Вĕсем чăваш ачисенчен ытти вырăс таврашĕ пек пĕртте йĕрĕнмен.

вырсанни-кун

воскресенье. К.-Кушки. Вырсанни-кунсенче (па воскресеням) вĕсем ĕçлемесчĕç.

вырт

(вырт), дежать, ложиться; развалиться. Альш. Этемсем выртайнă ун чухне (только что улеглись). N. Выртнă, развалился напр., на кресле. Пшкрт. Пошар чоня (= чухне) перĕн пӧрт çонасран аранак выртсолччă (выртсол’чы̆, т. е. выртса йолчĕ). В пожар наша изба едва устояла. Юрк. Çын выртат: месерле, ӳпĕне, хăяккăн, пĕшкĕнсе, каçăрăлса, авăнса, хупланса, тăсăлса. Изамб. Т. Хĕнени çитмен, тата выртма (в кутузку) янă (его). Конст. чăв. Хай манăн инкесем выртса макăра пуçларĕç. Сред. Юм. Выртакан çын ори орлă каçсан, выртаканни пĕчиккĕ полать, тет. (Народн. поверье). Орау. Асаннӳ выртнă (один раз или много раз) вырăна (постель) тула кăларса пăрахăр. N. Кайса ӳкрĕ те, каçченех выртрĕ вара (до ночи лежал). N. Выртрăм-выртрăм, аран выртса кантăм. Лежал, лежал — на силу отлежался. N. Выртрĕ те, хускалмарĕ вара каçченех. Удегся, и до самой ночи не пошевельнулся. N. Выртрĕ те, ик сехет хушши выртрĕ. N. Пĕр выртсан, тахăçанчченех (очень долго) выртат вара. Ст. Шаймурз. † Çуктăр ун çумĕнче выртакан. Альш. Тимĕрçĕ хытăрах итлет те, ача сасси тĕлне сирсе пăхат, тет. Акă пĕр çамрăк ача тапалалса йĕрсе вырта парат, тет. Учите детей. Çăмăллансанах, эрнесĕр (раньше недели) ĕçе пикенес пулмасть, выртарах тăрас (полежать подольше) пулать. Пазух. Çĕвĕçĕсем çĕвĕ, ай, çĕлеççĕ, çĕввисем çине выртса макăраççĕ; çĕвĕçсем мĕншĕн макăраççĕ? — çиелти арки кĕске пулнăран. Ядр. Пăлаки хӳхре ларнă чух Ахванаç выртса макăрчĕ, Мари, тăрса, сăх-сăхрĕ. Хыпар № 8, 1906. Çав канавăн аяккисем чалăшла ӳпĕнерех выртнăран шăшисем капан енелле те каçаймаççĕ, каялла та капанран тухаймаççĕ. || Ночевать. N. Выртма яратни, килемей? Пустишь ли, бабушка, ночевать? Ала 54. Вара эпĕ вĕсем çапла чарнăран: кусем хăйсемпе пĕр(ле) выртма исе каяççĕ пуль, тесе шухăшларăм. Ib. Кунта хăш тĕлте выртма пулĕ-ши? Изамб. Т. Пирĕн те пӳрт ирккĕн те, выртсан, вырт (если хочешь, ночуй). КС. Тен хăш чухне выртмаллах та килĕп-ха. Ib. Тен, выртмалла килсе, çĕр каçа-каçах та кайăп-ха. || Лечь спать. Орау. Çĕрĕк (вечер) час выртрăн-и (лег спать)? Пĕр вун сахатра (часов в 10) выртрăм пулĕ те, час çывăрса кайимарăм (или: çывримарăм). || В перен. см. N. Анчах унăн суту-илӳ тума чĕри пĕрте выртман (не лежало). Ч. П. Юлашки яшка çиекенĕн чĕри епле выртать-ши? Сред. Юм. Ăш выртмас. Не спокойно на душе. || Лежать в постели (о больном). Б Олг. Выртмăллах выртат-и? Он совсем болен? О сохр. здор. Ку чирпе чирленĕ чух ачасем пит йывăр выртаççĕ (оспой). Орау. Выртмаллах тунă. Избили до того, что не встает, хворает. || Лежать (в географ. см.). Гаас тăвĕнчен çур-çĕр енче выртакан Ефрем тăвĕ. Янорс. Шупашкар тепĕр айăккинке шыв та вăрман анчах выртать. || В соед. с нар. ахальозн. «бездействовать». Юрк. Килтисене, ахаль выртиччен, кирпĕç тума хушат. || Соire. Орау. Эп хĕр-арăмпа выртса курман (выртса пăхман). || Чăв. й. пур. 19. Паттăрăн пуçĕ выртнă, тараканăн йĕрĕ выртнă. Храбрец сложил голову, а трус проложил след (т. е. спасся бегством; срв. русск. посл. «не красён бег, да здоров»). || В см. вспомог. гл. Ч. С. Вăл, икĕ эрне чирлесе выртсассăн, вилчĕ. Ч. С. Ни шалалла кĕреймесĕр, ни тулалла тухаймасăр чӳрече виттĕр виçĕ кунччен пăхса выртнă (заколдованный колдун). Юрк. Çула тертленсе ĕçленнине хĕлле кула-кула çисе выртат. Орау. Пӳртре шыв виçĕ кунччен кӳленсе выртрĕ (или: тăчĕ). N. Пиçсе çитнĕ вăхăтра ыраш тинĕсри хум пек хумханса выртать. Кан. 1927, № 212. Эрех савăчĕ иртнĕ хĕлччен ним ĕç тума юрăхсăр ишĕлсе выртрĕ. Яргунък. Кайсан-кайсан, тата уйĕпех çунса выртакан вут тĕмине тĕл пулчĕ (он). Собр. Мулла пынă çĕре ача каллех чул катăкĕ пулса выртнă (обратился в камень), тет. Альш. Вăрри (вор) кăпăл-капăл вилсе выртнă (умер скоропостижно) Йӳç. такăнт. 18. Пӳлĕхçи темшĕн чуна илеймерĕ çаплах. Карчăк, вăн, вилчĕ те выртрĕ (вон моя жена умерла, и конец). Хыпар № 33, 1906. Пурте (улпутсем) хресчен ĕçĕнчен мĕнле-те-пулсан пысăкрах пай çаклатас тесе сыхласа, астуса выртаççĕ. Сказки и пред. чув. 29. Хăй пĕрен вăл çырманăн пĕр енне сарăлса выртнă (раскинулось) пысăкăшĕпе (о селении). О сохр. здор. Эмел сĕрсе е ĕçсе анчах выртаççĕ.

выçăх

(выз’ы̆х), проголодаться; жадничать. Сир. 78. Кам çын çиекен çăкăршăн выçăхса пурăнать, вăл çыннăн пурăнăçĕ те пурăнăç мар. Макка 206°. Выçăхса килекене тăрантарса яма парăсăнччĕ, турă! Юрк. Вăрманта-мĕнте, уллах çĕрте, çапла пĕрен чухне тĕл пулсан, вĕсем, выçăхнă япаласем, тикĕт лакăмне мар, пуçна касса илме те ӳркенмĕçĕ. СТИК. Выçăхнă кашкăр пек çӳреççĕ (о ворах).

вил

умирать; дохнуть. Чăвашсем. Чăвашсем, çын вилсен, тăвакан йăла. Чăвашсем çын вилсен: ача вилсен те, пысăк çын вилсен те, чунĕ тухсанах, часрах чĕрĕ çăмарта ывăтаççĕ, ăна хĕвел тухăçĕ енелле ывăтаççĕ. Вăл çăмартана ак мĕншĕн ывăтаççĕ: çăмартана, çĕмĕрлесрен хăраса, епле çепĕç тыткалаççĕ, çын чунĕ те çавăн пек çепĕç пурăнмалла çĕре кайтăр, теççĕ. Çав çăмарта пек числанса пурăнмалла пултăр, теççĕ. Унта(н) вара, çăмарта ывăтсан, вилнĕ çын кĕпине çурса кăлараççĕ; ăна ахаль, хывса илмеççĕ, умăнчен çурса, сăкман пек хываççĕ. Ăна: çынăн чунĕ пӳлĕнсе ан тăтăр, уçă çĕрте çӳретĕр, тесе, çапла хываççĕ. Унта(н) çынна çума шыв ăсма каяççĕ; унта виççĕн каяççĕ, пĕри малтан курка тытса пырат, тепĕри вăта çĕртен хуран тытса пырат, (тата) тепĕри кайран витре тытса пырат. Унтан вара çав курка çине те, хуран çине те, витре çине те, шыв тултарса килеççĕ. Вăл шыва хуранпа çакса ăшăтаççĕ те, вара çынна çума тытăнаççĕ. Ăна хăшĕ хăй çемйипех çăват, хăшĕ тытса çутараççĕ. Ăна çăваççĕ супăньпа, пĕри çуса тăрат, унти çынсем пурте пĕрерĕн-пĕрерĕн шыв яраççĕ; ăна, куркана тытса, тӳртĕн яраççĕ. Унтан, çуса пĕтерсен, вара тумлантарма тытăнаççĕ. Малтан тăхăнтараççĕ кĕпе-йĕм, унтан сăкман, пиçиххи çыхаççĕ, алса, калпак тăхăнтараççĕ те, вырттараççĕ вара; унтан пĕри тупăк тăват, пиллĕкĕн-улттăн алтма каяççĕ. Тупăк туса пĕтсен, ăна илсе кĕнĕ чух пӳртри çынсене пурне те тула кăлараççĕ, пӳрте пĕр çын та хăвармаççĕ. Тупăк хыççăн вара пурте кĕреççĕ. Вăл тупăка илсе кĕнĕ чух тула тухмасан, пӳрте юлакан вилет, тет, вара. Унта çынна тупăк çине вырттараççĕ; ăна вырттарнă чух, çынна тупăк тĕлне тытса, виççĕччен: ан хăра, ан хăра! тесе, суллаççĕ те, вырттараççĕ вара. Унтан, пупа илсе килсе, кĕл-тутараççĕ; пуп кĕл-туса кайсан, часрах вут хутаççĕ те, икерчĕ пĕçереççĕ, тата пĕр чăх пусаççĕ; унтан, икерчĕ пиçсен, хывса тăкаççĕ те, тупăк патне пырса, сасă кăлараççĕ: йĕп пек çĕр çурăлчĕ, йĕп тухрĕ, сан тĕлĕнчен кун пĕтрĕ, тесе. Çапла тусан, вара пытарма илсе каяççĕ; пытарма илсе тухиччен, кăмакара чул хĕртеççĕ, ăна вара хапхаран илсе тухсанах, çав хĕрнĕ чула вăсем хыçĕнçен ывăтаççĕ. Вăл чула: ырă усал сирĕлтĕр, кунта ан юлтăр, хăйпе пĕрлех кайтăр, тесе, ывăтаççĕ. Масар çинче, шăтăка янă чух, тупăка шăтăк тĕлне тытса, виççĕччен: ан хăра, ан хăра! тесе суллаççĕ те, вара шăтăка яраççĕ: ярсан малтан çĕр пуçланă чух хăпартса хунă тăприне: пил ту, пил ту, тесе пăрахаççĕ. Унтан вара тăпра ишеççĕ. Тăпра ишсе таптасан, çав шăтăк умне вут чĕртеççĕ, хăйсем пурте, умлă-хыçлă тăрса, шăтăк йĕри-тавра виçĕ хут çавăрăнаççĕ; çавăрăнса çитсен: эпир сана асăнах тăрар, эсĕ пире ан асăн, теççĕ те, вара, каналла пĕртте çавăрăнса пăхмасăр, утаççĕ. Унтан, киле çитсен, алăк умăнче çав пытарма пынисем пурте пичĕсене-куçĕсене çуса кĕреççĕ. Вăсем кĕнĕ тух, пӳртрисем пурте тула тухаççĕ, вара вăсем хыççăн кĕреççĕ. Унтан вара çав çĕр пуçлакана, тупăк тăвакана пĕрер тутăр параççĕ. Хĕр-арăм вилли пулсан, пурне те пĕрер тутăр параççĕ. Çапла парсан, вара икерчĕсем те, хай пуснă чăхха та хыва-хыва çиеççĕ. Çисе тăрансан вара: хуйхăр харам пултăр, тесе, тухса каяççĕ вара. Ун чух хыçалтан ăсатма тухмаççĕ вара. Унтан вара тепĕр каç: çиччĕшне тăватпăр, тесе, пĕр сурăх пусса, тата икерччĕ пĕçерсе хываççĕ. Тата та пумилкке тăвиччен, кашни эрне-каç хывса тăкаççĕ. Пумилкке тăвас уммĕн, эрне-каç, мунчна хутаççĕ те, пур ăратнесемпех мунча кĕреççĕ. Унта çав вилнĕ çынна тухса кăшкăраççĕ: мунча кĕме кил, тесе. Мунчаран ытти çынсем тухсан, пĕри кая юлат та: вилнĕ çынна мунча çапатăп, тесе, милкĕпе лапка çине çапат. Унтан: ак сан шыв, ак милкĕсем, тесе, лапка çине шывпа милкĕсем хурса хăварат. Киле таврăнсан вара, сурăх пусаççĕ, пĕр чăхă пусаççĕ те, тата икерчĕ пĕçереççĕ. Аш пиçсен, икерчĕ пиçсен вара: сан(а) юлашки эрне-каç тăватпăр, тесе, хыва-хыва çиеççĕ вара. Çапла тусан, шăмат-каç пумилкке тăваççĕ, е тунти-каç тăваççĕ. Чăвашсем тирпейсĕр вилнĕ çынна масара чиктермеççĕ; шыва кайса вилни, çакăнса, çапса пăрахни пулат-и унта, вăсене масара чиктермеççĕ, ун пеккисене масарă чиксен, çумăр та çумаст, тырă та пулмаст, теççĕ. Ăнсăртран масара чикнĕ пулсан та, ăна вăрттăн кăларттараççĕ. Пĕлтĕр кукша Кĕркурийĕ çакăнса вилнĕ, тет; ăна çемйисем, çынна систермесĕр, пупа кĕл-тутарттарнă, тет те, масарах çикнĕ, тет. Ăна вара кайран сиссе: çумăр çумаçт тесе, масартан кăларса, çӳле урăх тĕле чикнĕ, тет. Ун пеккисене чикекен вырăн урăх тĕле тунă, унта ĕнтĕ эп астăвасса пилĕк çын чикрĕç. Çав Кукша Кĕркурийĕне масартан кăларса тикме харсăр çынсене пĕр витре эрех те виçĕ тенкĕ укçа панă, тет халăхпа. Зап. ВНО. Хĕрсĕр хирте вилмен, ывалсăр вăрманта вилмен. (Послов.). Т. М. Матв. Вилнĕ, тенине: тăвар сутма кайнă, теççĕ. Вместо того, чтобы сказать: «умер», говорят: „отправился торговать солью“. N. Пĕр çын çĕрле тухнă та тула, чут хăраса вилсе кайман (чуть-чуть не умер). N. Кайран ашшĕ те вилес пулчĕ, тет. Юрк. Ашшĕ виле пуçланнине илтсен... Услыхав что умирает отец. Етрух. Чăваш вилсен, епле тирпейлесе пытарни. Чăваш вилес уммĕн хăйне кам çумаллине каласах хăварат: тупăкне кам-кам тумаллине, тата шăтăкне кам-кам чавмаллине, е малтан юратнă çынна çĕр пуçлама. Унта хай çын вилет; уна çăвакансем шыв ăсма (каяççĕ). Пĕри хуранне çĕклет, тепри витрине илет, тепри алтăрне илет; каяççĕ вара çăл вутне. Унта вара, витрипе ăсса, хуранне тултарать, тата алтăрне тултарать, вара витрипе ăсать. Пурне те тултарсан вара, çăл кутне виçĕ сĕвем çĕлем-çип (= çĕлен-çип) вĕçĕмрен чăсса (= тăсса) пăрахаççĕ; уна пăрахнă чухне калаççĕ: эй, пиллетĕр; çулĕ чипер, канăçлă пултăр; чунĕ çак çип пек тӳр çулпа канлĕ вырăна кайтăр! — Вара çав виçĕ савăчĕпе те шыв ăсса тавăрнаççĕ. Вучаххине пысăк хуран çакса, пур шыва та унта яраççĕ, ăшăтма; çăвма тытăнаççĕ. Вилĕрен кĕпине çурса хываççĕ, вара пĕри шывне ярать вилĕ çине, иккĕшĕ çăваççĕ. Çăвсан, уна таса шурă кĕпе тăхăнтараççĕ, вара тупăкне вырттараççĕ. Вара унта мĕн пур çынна 3 сĕвем çĕлем-çип параççĕ: çулĕ ăнтăр, (тесе). Вара, нумай-и, сахал-и вăхăт иртсен, чиркӳне пӳртрен илсе тухаççĕ; пӳртне пĕр çын та юлмаççĕ, пурте ăсатма кил-картине тухаççĕ. Унтан, ăсатса ярсан, каллех пурте пӳрте кĕре-кĕре тухаççĕ. Хĕр-арăм вилсен, кăмака умне хуран çаккине пыра-пыра пăхаççĕ: сулланмасть-и? Ĕлĕк, хăй пурăннă чуне, хуран çаккине, ир тăрсан та, каç пулсан та, уна тытман кун иртмен те-ха; мĕн тăвăпăр ĕнтĕ? Калаççĕ уна. Виле илсе тухсан, унăн чунĕ хуран çаккинчен усăнать пулать вара; вилесем уна темĕн чухлĕ йышлăн тытса тухаççĕ пулать, вара хуран çакки сулланать пулать, теççĕ. Пурте, çавна пăха-пăха тухса, килĕсене кайса пĕтеççĕ. Арçын вилсен, алăк патĕнче ярхах пулать, çав йăрхахран уснать пулать унăн чунĕ. Унтан вара çапла тата шăтăка янă чухне: ан хăра, ан хăра! теççĕ. Тăприне ярса пĕтерсен, аякка саланнине питĕ тĕплĕ пуçтараççĕ; ун тăприне лайăх пуçтармасан, хăйне пуçтарттарать, теççĕ. Вара, çапла ĕçлесе пĕтерсе, тавăрнаççĕ: калла ан çавăрăнса пăхăр, теççĕ. Калла çавăрнса пăхсан, çав çын хăй çулталăкчен вилет, теççĕ. Унтан таврăнсан, мунча кĕреççĕ. Мунчара ăш памаççĕ; çавăн ĕçне тунисем кăшĕ (= хăшĕ), астумасăр, ăшши чул çине парсан, тепри уна калать: мĕн-ма ăшши патăн? виле лери тĕнчере вĕтелеççĕ, тет, Вара вăл хăй калать: ах, астăвмарăм-çке эпĕ! Часрах пĕр курка сив шыв ăсса, алăкне чашт! сапать; вара виле вĕтеленĕ çĕртен сивĕтрĕç, тет, пулать. Çапла калаçаççĕ ваттисем. Орау. Вăсам кушака чĕррине пуçтараççи, вилнине (так!) пуçтараççи? — Ăна-кăна пăхмаççĕ, чĕррине те виллине (так!) те пуçтараççĕ. N. Ăстан вилен-ке? Макка 187. Вилнĕ çын çулĕ — нитки, бросаемые после смерти человека. Сред. Юм. Пĕрре Атăла кая парса, вилес сĕртен йолнă-ха еп (избавился от смерти); тепĕр кайсан, тôхаймастăл поль вара. Сала 71. Ача калах вилес пек макăрма пуçларĕ, тет. Зап. ВНО. Вилес карчăкпа кайăс хĕр пек (намек на сказку). Истор. Иванăн çар-пуçлăхĕ Курбский, хăй ушкăнĕпе вĕсем патне кайса, вăрçа пуçланă та, лешсем вилекеннисем вилнĕ, мĕн юлнă пеккисем вăрмана тарса пĕтнĕ. N. Вилекен хуралçă, покойный караульщик. Альш. Тата пурăнсан, старикки вилме патне çитет, тет. N. Вилме пуçтарăннă çын, умирающий. N. Вилме каян (каякан) пуйса килнĕ, пуймă каян (каякан) вилсе килнĕ, теççĕ. Юрк. Вилме-кайĕ (= вилин)! Так что же, если он умрет! Янтик. Вилнĕ çынна чĕртмелле ку! (Çĕçĕ е пуртă пит мăка пулсан çапла калаççĕ). Альш. Вилнĕ-вилмен выртат. Находится в опасном положении (больной). Ib. Вили-вилми выртат. Находится в безнадежном положении (больной). Б. Яуши. Пӳртрисем пурте вилнĕ пекех çывраççĕ, тет (спят мертвецким сном). Орау. Хĕнесе, вилнĕ пекех тунă. Хĕнесе, вилес патнех çитернĕ. Избили до полусмерти. Ядр. † Ай, çырлахах, карчăксем, шăтарас пек пăхаççĕ! — вилнĕ шапа куçĕпе вилнĕ сурăх кĕлетки. Юрк. Эсир вилнисемшĕн ан хуйхăрăр ĕнтĕ. Вы уж не горюйте об умерших. N. Кăмака çинче выртнă çĕртрех вилсе кайнă. Хăр. Пăль. 8. Вилсе порăнни-мĕн эсĕ çак таранччен? Ты что, мертвым, что-ли, был до сих пор? N. Мĕн тăвас тен ĕнтĕ, эсĕ: упăшку вилсе карĕ, ачу-пăчусем çук? — Мĕн тăвас тен, вилĕ тухнă йăлисене иртсерсен качча каймалла пулĕ, теп. Юрк. Хăйсем пурăннă-çемĕн вилеççĕ, пĕтеççĕ (= вилсе пыраççĕ). N. Эпĕ хам хĕрĕме çичĕ арçынна çитиччен патăм, анчах çиччĕшĕ те, ун патне кĕрсен, туй каçах (= каçех) виле-виле выртрĕç. Орау. Эсĕ вилним, ачу мĕн тунине курмастăн? Что ты, умер, что-ли, не видишь, что делает ребенок. Сред. Юм. Шыв хĕрĕнче пĕр-май ашкăнса çӳренĕшĕн шывва кайса вилме-чĕ кô! Актай. Хĕр ачи, çĕррине тăхăнсанах, вилсе выртрĕ, тет. Орау. Вилмесппех (так!) вилсе карĕ (умерла со словом: „вилместĕп“). Ib. Вилĕпин, вилеп, урама таттармасп (= таттармастăп). Якейк. Хытă çилейсен, ваттине те çамрăккине те: и-и, вилме маннă пуçна! теç (чтобы тебе околеть!). Ib. И, вилнĕ корак (или: сысна, или: сорăх, или: çын)! çана тăвимастăн! Слеп. Хăнча вилĕн-ши! (брань). Ib. Вăл вилсессĕн, виçĕ мăшăр çăпата çĕтесчĕ манăн, онтан йолсассăн! N. Виличченех чăваш чĕлхипе асапланчĕ. Якейк. Вилчĕ-вилçех! Все-таки выполнил желанне умереть! Сред. Юм. Вилет, 1) умирает, 2) очень страдает, 3) очень любит. Якейк. Апат çиса (ударение падает на слово „çиса“) вилмелле! (пища очень вкусна). СЧЧ. Эпĕ астăвасса тата пнрĕн пĕр ача чирлерĕ те, вилессе çитрĕ. Курм. Вилсе тохса карăн, йолашки санă çорта çути кăтартатпăр. Карине-малтине ан шокăшла. Эпир асăнар, эс ан асăн. Пиршĕн (-пирĕншĕн) торра кĕл-кĕле. Алан, улăм, эп аланма калам; аланмасăр ан порăн, чипер аланса порăн, чипер ĕçлесе порăн, çăпатуна ту. Халăхран ан уйăрăл, халăха ер. СПВВ. ПВ. Вилнĕ чунăмпа анчах кăласра лараттăм (трусил). N. Вилес пек (до упаду) кулаççĕ, ахăраççĕ, ташлаççĕ, сиккелеççĕ. Исп. Вилес пек ӳсĕрĕлеччен ĕçмерĕн-и? Кан. 1928, № 149. Карчăк хальхи вăхăтра вилес пекех (при смерти). N. Виç эрнерен мунча кĕтĕмĕр те, çан-çурăм канса вилнĕ пек пулчĕ (тело разомлело от бани). Туперккульос 33. Кун-каçа вилес пек (до изнеможения) кăçкăраççĕ. N. Урăх ачасем пухăнчĕç те, кулса вилеç (хохочут до упаду) ачаран. Юрк. Чăнласах та кунта пуринчен те кулса вилмелле-çке! Абаш. Конта ӳксе вилĕн! Здесь разобьешься (напр. на льду). В. Олг. Соташшăн вилеччĕ (вилеççĕ). Страшно хотят продать. Ч. С. Эпир аннепе макăрса вилетпĕр анчах (горько плачем). КАЯ. Акка урнă йăтă айĕнче макăрса вилет (так и плачет). Çĕнтерчĕ 33. Пирĕн вилмест. Вилмелле тăватпăр-и вара? || Потерять чувствительность. Альш. Нумай эрех ĕçекенĕн çăварĕ вилет, мĕн сыпнине сисми пулат. || Увянуть (о растениях). N. Паянхи вĕрипе çĕрĕк (вечор) сапман копăстасĕм чистах вилсе пĕтнĕ.

вил-ӳсĕр

вилĕ-ӳсĕр, то же, что виле ӳсĕр. Янш.-Норв. Тусне (женщину, подругу девушки, которую хотят сватать; см. тус) вĕсем вăл вăхăтра питĕ пăхаççĕ: кашни кун сăра ĕçме илсе каяççĕ те, ăна вил-ӳсĕр туса яраççĕ (перед сватовством). Ĕçтерсе ямассерен çав хĕр çинчен пăртаккăн-пăртаккăн яланах ыйтса юлаççĕ. Сред. Юм. Вилĕ-ӳсĕр выртать. Без памяти пьян. Ib. Вил-ӳсĕр полса тавăрннă (= тавăрăннă).

вилĕм

смерть, кончина. N. Вилес вилĕм пур çĕрте те пĕрех. N. Вилĕм куçа курăнса килмес. (Из письма). Книга для чт. 9. Хăшăнне (= хăшинĕнне) çамрăкла амăшне вилĕм килсе илсе каять. Ал. цв. 6. Мĕншĕн эпĕ унта вилĕм шыраса каятăп-ха? Зачем я пойду туда искать себе смерти? Ала 18. Вăл хăй айăплă пулнă пулсассăн, турă ăна çав тĕрлĕ вилĕмсенчен хăтарас çук (её). Ой-к. Çав ăстарикăн (= старикĕн) вилес вилĕмĕ çитнĕ (пришло время умирать). Собр. Вилĕм хĕрлĕ, теççĕ. (Послов.) N. Кона вилĕм час тивес çок. До этого не скоро коснется смерть. Ч. С. Пырса кĕрекене (чужих людей): мур ертсе килет вăл, тесе, çавăнтах çапса ӳкерсе, вилĕм хакне ӳкереç. (Хĕр-сухи). Псалт. 72,4. Вĕсен вилĕмĕнче ырра вĕренмелли çук, вĕсене хĕн кăтартни нимĕне те вĕрентмест. Сред. Юм. Ĕнер она хĕнесе вилĕм хакне ӳкернĕ те (избили чуть не до смерти), паян пăртак ôраланнă та, каллах çынпа вăрçса çӳрет. Н. Седяк. Вилĕм. Çын чунĕ тухсанах, кăмака çамкинче хăрăмпа çăмартана кашни хуратса, масар енелле ак çапла каласа ывăтаççĕ: çăмарта пек выляса кай, теççĕ. Çын вилсен, кăмака сакки çине япала лартмаççĕ, çын та лармас, унта вилнĕ çыннăн чунĕ ларать, теççĕ. Пĕр-пĕр çын вилсен, унăн хурăнташĕсем, ăна пĕлекен çынсем салат илсе пыраççĕ сăра тума. Çакăнтан вара ик-виç тĕрлĕ ĕç пуçланать: хĕр-арăмсем сăра тăваççĕ, макăра-макăра кĕпе çĕлеççĕ. Арçынсем тупăк тăваççĕ, хăшĕ çыннăн ӳтне çăваççĕ. Тупăк ăшне милĕк сараççĕ, пуçĕ айне кивĕ тумтирне хураççĕ. Тупăк ăшне çын ӳтне хунă чух: акă сана шурă пӳрт, теççĕ. Унăн какăрĕ çине хĕреслетсе пурçăн хураççĕ. Пурне те хатĕрлесе пĕтерсен, батюшка хушнă тăрăх, чиркĕве илсе каяççĕ. Кĕл-туса пĕтерсен, масар çине илсе каяççĕ; унта тупăк тунă чухне тухнă турпасĕсене те илсе кайса, масар патне тăкаççĕ. Хăшĕ çĕклесе каять, хăшĕ лашапа турттарса каять. Пĕкĕ çумне сурпан çинчен çыхакан тутăра çакаççĕ. Çын ӳтне шăтăка хураччен, пĕр-икĕ пус укçа; «çĕр укçи», тесе, пăрахаççĕ. Унтан вара тăпра яра пуçлаççĕ; унăн тăприне пурте таптама тăрăшаççĕ. — Тăпру çăмăл пултăр, ыр вырăнта вырт, теççĕ. Пытарса пĕтерсен, хĕрес кутне çăкăр татса: умăнта пултăр, тесе, пăрахаççĕ. Вилнĕ çынна çĕклесе кайнă наçилккесене (носилки) çавăнтах пăрахса хăвараççĕ. Пытарма кайнă çынсем таврăнсан, пĕр(и) пусма çине шыв илсе тухса ыйтать: кăçта карăр? тет. Лешсем: харам ĕçе карăмăр, теççĕ. Унтан вара пурте аллисене çăваççĕ те, тӳрех, пӳрте кĕмесĕрех, унччен хутса пултарнă мунчана каяççĕ. Çын пытарма кайнă вăхăтра киле юлнă хĕр-арăмсем, пӳрте тасатса, икерчĕ пĕçерсе, чăхă пусса, мунча хутса хураççĕ. Мунчаран таврăнсан, вилнĕ çынна хываççĕ (икерчĕ татса пăрахаççĕ); умăнта пултăр, теççĕ. Ĕçеççĕ, çиеççĕ; унтан вара пытарма пынă çынсене икшер-виçшер сĕвем çĕлен-çип параççĕ; çав çипне вĕсем пиçикки çумне çакса каяççĕ. Вилнĕ çыннăн чунне тамăк хуранĕ урлă çĕлен-çип тăрах каçараççĕ, тет. Çынсене панă çип те çавна анчах пĕлтерет. Тунă сăрине кашни эрне-каç, вилнĕ çынна хывса, асанса, ĕçеççĕ. Кашни эрне-каç çынсем икерчĕ, çурта тума ăвăс илсе, пыраççĕ. Аслă пумилккене Чăвашсем вăтăр кунтан, хĕрĕх кунтан е икĕ эрнеренех туса ирттереççĕ. Аслă пумилккеччен кашни эрне-каç, алăк патне сĕтел лартса, пĕрене çумне çуртасем çутса, чашăк çине хываççĕ. Пуш чашăка çуртасем айне, пĕрене çумне, сак çине лартаççĕ. Çав çашăк çине сĕтел çинчен пĕрер татăк, пĕрер кашăк апат яраççĕ: умăнта пултăр, теççĕ. Сăра хывма урăх савăт, чашăкпа юнашарах, лартаççĕ. Пурте хывса пĕтерсен, кăларса, урам хапхи тул енне тăкаççĕ. Тăкнă яшка-çăкăра йăтăсем çисе яраççĕ. Вилнĕ çын умне пĕр япала та юлмасть, анчах чăвашсем: вăл унăн шăршипе тăранса пурăнать, теççĕ. Тăкнă яшка-çăкăр шăрши вилнĕ çын патне çĕр витĕр каять, теççĕ.

вилĕ-йĕрĕсем

покойники. Н. Шинкус. Сире тата вилĕ-чĕрĕсем йăлтах хупăрласа илнĕ; ван ав укçа çинче çăтса ярас пек тăраççĕ! Кĕсене сирĕн, ала витĕр юхтарса, сăра туса, хывса тăкас пулат; унсăрăн сире вĕсем мая ямĕçĕ (не дадут житья), терĕ. || Некоторые понимают в см. «и живые и мертвые», но это, м. б., новое толкование. Срв., однако, аналог. употр. выр. алă-ура, алура, в котором то берется в рассчет лишь первое, то лишь второе слово, а часто и оба.

вирĕм

(вирэ̆м), назв. чувашского народного праздника. N. Чăвашсен чăн аслă праçткĕ «вирĕм» ятлă праçник. Вăл праçнике мункунран ике-виçĕ кун маларах пуçлаççĕ. Вăл праçникĕн малтанхи кунĕнче, ирпе, иккĕн, ӳссе çитнĕ ачасем, пĕрнесем çакаççĕ те, аллисене патаксем илеççĕ, килĕрен апат-çимĕç пуçтарса çӳреççĕ. Вĕсем чӳрече патне пыраççĕ те, патаккисемпе шатăртаттарса: вирĕм! вирĕм! тесе, кăшкăраççĕ. Вара чăваш хĕр-арăмĕсем хăшĕ кĕрпе, хăшĕ какай, хăшĕ-хăшĕ çу ярса параççĕ пĕрнисем ăшне. Ун пек вĕсем ялĕпех çавăрăнаççĕ. Вĕсем урамра çӳренĕ чух çын ан пултăр; вĕсем, çынна курсан, хăвалаççĕ; хуса çитсен патаккисемпе тĕртсе яраççĕ. Кĕрписене, ашсене, çусене пуçтарса пĕтерсен, пĕçереççĕ те, пĕр пӳрте ялĕпе пуçтарăнса, çиеççĕ. Тепĕр кун юлашкисене, шаккаса çӳренĕ патакĕсене ял хыçĕнчи çырмана кайса тăкаççĕ: вирĕме паратпăр, теççĕ. Макка 222°. Вирĕм ак çак вăхăтра пулат: хăш вăхăтра Ласăр чĕрĕлнĕ теççĕ, çавăн пекех вĕсем те вирĕм тăваççĕ. Хурамана (siс!) çӳхе хăма тăваççĕ те, çатăрмине (трещотку) тăваççĕ. Унтан вара каççине (= каçхине) хулăсем илеççĕ те, кашни килĕрен çӳреççĕ. Вĕсем кам-та-пулсан йĕрĕх çук(к)и кĕрсен, ăна пĕр пысăк тиркĕпе сăра ĕçтереççĕ. Кам-та-пулсан ĕçсе пĕтерменне хулăпа хĕнеме тытăнаççĕ. Çапла вара пĕр килĕрен тухса каяççĕ, вăл çуртран пĕр япала та илсе тухмаççĕ. Унтан, тепĕр киле кĕрсен, унта çăмартасем çăмарта çукки укçа парать, тата чăкăт, куймаксем илсе тухса каяççĕ. Унăн кĕлли пĕрте çук, кĕлĕ вырăнне такмак калаççĕ. Çапла, пĕтĕм йĕрĕхлĕ çынсем патне кĕрсе çӳреççĕ. Унтан вара анкартисен хыçне каяççĕ те, пĕр тăватă татăк куймак, тăватă тĕпренчĕк тăвара (сырцы), тата пăртак çу илсе пăрахаççĕ. Унта вутă хурса, çатăрмисене пĕр çĕре пухса, çунтараççĕ. Унта варă епле кирлĕ, çапла килĕсене тавăрăнса килеççĕ. Вăл вирĕме ак мĕшĕн тăваççĕ: турă, çĕр çинеч çăмăр пар, ак çак çатăрма епле çатăртатать.— Тата тырă лайăх пултăр, тесе, вырăнĕсем çине çывăрма выртаççĕ. Çапла вирĕм пĕтĕмпех пĕтет. Ib. 194. Вара вирĕм иртерме каяççĕ. Вирĕме ак çапла иртереççĕ: иртермелли вырăнне çитеççĕ те, мĕн пур хĕскĕчисене пухса, çунтараççĕ; йăвисенпе хываççĕ, çăмартине çияççĕ. Унтан вара, пĕр çавранса пăхмасăр, килĕсене тараççĕ. Ib. Вирĕм вăл Лазаре чĕртнĕ шăмат-кун пулать. Вирĕме ăна чăвашсем акă çапла тăваççĕ. Ирхине йăвасем пĕçереççĕ, вара каçпала çамрăк ачасем пухăнаççĕ те, килĕрен килле кĕрсе, йăвасем, çăмартасем пухса çӳреççĕ. Будто вара, çавă çăмартасене парсан, вăсенчен чир каят. Унтан вара çамрăк ачасем хăйсене хулăсемпе çапа-çапа хăвараççĕ, а лешсем вара: ай турă, чир кайтăр! тĕççĕ. Унтан вара, ачасем тухса кайсан, хыçĕсенчен тухса кĕнисене силеççĕ: чир кайтăр, тесе. Вăсен ушкăнĕнче пĕри асли пулат, вăл аслине харпан (чит. хăрпан) теççĕ. Харпанĕ (чит. хăрпанĕ) вара, кашни килле кĕрсен, ак çак такмака калат: ну, хуçасем, мĕн паратăр? тет. Лешсем нимĕн те чĕнмеççĕ. Харпанĕ вара, хускатса, хайхи такмака калат: кĕрепенке çурă тапак, витре çурă кăмăс, чăкăт çурă чăкăт, çăмарта çурă çăмарта. Ăна памасан, выртатпăр та çывăраппăр, тет. Коракыш. Ĕлĕк мун-кун ыран тенĕ чухне стариксем килĕрен ĕççе çӳрепĕ. Мăн-кун эрне тенĕ чухне, ачасам вăрмантан çĕмĕрт-пилеш хулăсем касса хатĕрленĕ. Килĕрен çӳренĕ чухне, пурне те хулăпа: çир кайтăр, тесе, çаптарнă; çавна «вирĕм» тенĕ. Вирĕмре виçĕ ĕрет çӳренĕ: малтан пĕчĕкрех ачасем кĕрпе, çу, çăмарта пухса çӳренĕ, унтан пĕр пек çамрăкрах яшăсем шăпăрпа ташласа çӳренĕ, унтан ваттисем сăра ĕççе, хулăпа çаптарса çӳренĕ. Çӳресе пĕтерсен вара, пурте, шăпăрпа ташласа, çырмана çăмарта кайса ывăтнă. Унта темскер-те-пĕр каланă. Пăтă пĕçерсе, хăйсем ĕссĕн кĕл туса çинă. Изванк. Мун-кун каç (накануне пасхи), вирĕм чупнă чухне, акă çапла юрлаççĕ. В. Олг. (В страстную субботу) çамрăк ачасане хошачĕ: вирĕм косăр сер (= эсир); çатăркан (трещотку) туса парап сана, тет; хĕрлĕ холă сана валли кӳрсе хĕлле. Охотн. „Вирĕм“ и „сĕрен“ — два названия одного и того же обряда. Ч. С. Пирĕн ялсем, мун-кун эрне юлсан, вирĕм тăваççĕ. Вирĕме кăларса ярсан, ялти ват çынсем: чир-чĕре ăсатса ятăмăр ĕнтĕ, тесе, пурте пĕчĕкçĕ ĕçкĕ тăваççĕ. Сунчел. Вирĕм тăвас, совершать „вирĕм“ (исполнители этого обряда назыв. „сĕрен халăхĕ“). Яжутк. † Кăр-кăр-кăр чӳречи, Хапăс карти пакарти, вирĕм-парăм кут шăтăк.

виç

(вис’), весить, мерить, измерять, снимать мерку. Якейк. Ĕнер эп хама виççе (scr. вĕççе) пăхрăм та, 5 пăт тортрăм. Вчера я взвесился, и вытянул 5 пулов. Ир. Сывл. 31. Тĕнxе ыйхине вĕсем виçсе тăраççĕ (измеряют). Ала 86°. Чиккине виççе илчĕç (вымерили) те, тăратрĕç кусем ухсах карчăкпа ухсах чанана. Сюгал-Яуш. Пӳртре эпĕ мăн пуллине виçрĕм те (взвесил), сакăр кӳренке туртрĕ. Беседа чув. Хĕвел çавăрнăш, кĕленкĕрсем, тата ытти япаласем те виçе-виçе янă (отвешивали). Б. Яныши. Пирĕн шур урлă виççе каçмалла пулчĕ. Н. И. П. Мана виç. Сними с меня мерку. К.-Кушки. Паян мана çĕвĕçĕ тумтир çĕлеме (касма) виçрĕ. Сегодня портной снял с меня мерку. Б. Яуши. Çиччĕ виç те, пĕрре кас, теççĕ. Семь раз отмерь, один раз отрежь. (Послов.). СТИК. Виççе пырат. Широко шагает. || N. Таçтан виççе кăларнă ĕнтĕ ку еврей пупĕсем хăйсен туррин кăтрисемпе пӳрнисене, тесе, такам та шухăшламалла кунта.

витĕмлĕ

(видэ̆мл’э̆), имеющий сбыт; проникающий, действенный. Сред. Юм. Витĕмлĕ тавар (çын пит илекен тавара калаççĕ). N. Вăл вĕренмен çынсене витĕмлĕ, хитре калаçакан тунă. Çутталла 56. Витĕмлĕ (убедительно), тĕппи-йĕрĕпе каласа пачĕ. Сред. Юм. Чĕлхе-çăвар та витĕмле те, таçта кайса, таçта та йôраса пôрнĕ ô. N. Витĕмлĕ ырă сăмахупа, ху патна пыракансен чĕрисене лăплантарса савăнтарнă. М. П. Петр. Каласса вĕсем вирлĕн, витĕмлĕн (трогательно) каланă.

вуниккĕн

в числе двенадцати. К.-Кушки. Эпир вуниккĕн. Ib. Эпир вуниккĕн килтĕмĕр. [Может склоняться. Истор. Çапла вĕсем, пурăнсан-пурăнсан, вуниккĕне çитнĕ (их стало 12). К.-Кушки. Эпир вуниккĕнтен улттăн анчах тăрса юлтăмăр]. || В двенадцать лык. Кĕвĕсем. Вуниккĕн çăпати («-и») эп сыртăм, пушмак-чăлхаран ирттертĕм. Чим. † Вуншкĕн çăпати тăвас пушăт ӳсет пулĕ халĕ вăрман варринче. N. || В двенадцать прядей. N. Аршăн-аршăн çутă ука, кил вуниккĕн явар-и. || В 360 зубцов. Череп. Вуниккĕн хĕç, бёрдо в 360 зубцов.

вуннăн

воннăн, вдесятером. К.-Кушки. Ку пĕчĕк пӳртре вĕсем вуннăн пурăнаççĕ.

вунпĕрĕш

вунпĕрĕшĕ, одиннадцать (их). Артюшк. Вĕсем вунпĕрĕш те (все 11) здесь.

вуншар

воншар, вуншер, воншер, по десяти. Ала 89. Вĕсем пĕр вуншар çула çитеччен (лет до десяти) урисене тăла та, çăпата та сырман. Регули 1037. Порне те воншер пус патăм.

вупкăн

вопкăн (вупкы̆н, вопкы̆н), назв. божества (7 разр.). М. Васильев. Аслă вупкăн выльăхсене пăхса тăнă. Хорачка. Вопкăн (чит. вофкăн) пĕтерчи-мĕн (çисе кари-мĕн) санăньня (= санăнне)? теччĕ, çиленсен. Чертаг. Вопкăн пак пĕтерсе порнан! (Брань). Алик. † Ах вупкăн еркĕнĕ! Хăйне çакма саппан çук, пире саппан парса ячĕ! (Свад. п. ). Б. Хирлепы. † И, вупкăн еркĕн хĕр! Хăйне тăхăнма çĕрĕ çук, мана çĕрĕ парса ячĕ! Аттик. Çĕнĕ Макçăм халăхран юлат (в конце моленья), тата унпа пĕрле пĕр пилĕк-улт ватăрах çынсем юлаççĕ. Вĕсĕм хай (т. е. тех) виçĕ сурăха пусса, пĕçерсе, чӳклесе çиеççĕ. Ăна епле чӳкленине, мĕншĕн чӳкленине пĕлместĕп; анчах ватă çынсенчен: вупкăна параççĕ, тенине илтнĕччĕ. В. Олг. Вопкăн ерсессĕн, поян çын начарланат. Ст. Чек. Вупкăн — страшилище? Г. Т. Тимоф. «Масар вупкăнĕ» упоминается при обряде „пăсташ тасатни“. || Назв. печенья? Цив. Çын чирлесен, вупкăнсем туса тăкни... Мăлтан вĕтĕ салма пек вупкăнсем тăваççĕ... || Обжора. СПВВ. ГЕ. Вупкăн тесе, çăккăр та нуммай çиекен, шыв та нумай ĕçекен çынна калаççĕ. || Назв. болезни. Моркар. Вар ыратсан: вопкăн полна, вопкăнтан вĕрсе памалла, теççĕ. || Назв. прожорливого сказочного существа (горе-злосчастие). Б. Олг. Вопкăн — обжора. О нем легенда: он живет у человека и разоряет его. Пшкрт. Вопкы̆н-Ҕап хыбады̆н! (жрешь). Питушк. Вопкăн пак çиять (обжора). Ст. Чек. Вупкăн куçлă çын — çыннăнне ăмсанакан çын. || Прожорливый. Сир. 142. Вĕсем тĕлне тискер (в рукописи — вупкăн) вĕçен-кайăк пĕлмест. || Брань. Питушк. Вопкăн! Хопларăн, пĕтермĕш! («брань, а не существо»). N. Эй вупкăн путене! пуçсăр (= кутăн, куштан, нахальный) ача тунăшăн пуçна çапса пăрахăп! Алик. † Ах вупкăн еркĕнĕ! (проклятущая любовница)! Хăйне çакма саппан çук, пире саппан парса ячĕ! В. Хирлепы. † И, вупкăн еркĕн хĕр! Хăйне тăхăнма çĕрĕ çук, мана çĕрĕ парса яр! См. Золотн. 27, Магн. М. 134, 247.

вутăш

вотăш, назв. водяного духа. Название злого духа. См. Магн. М. 54, 55, 56. N. Один чувашин из Кушкăпоймал «вутăш хĕрĕ» и женился на ней. От них пошли вутăш йăхĕ (племя). N. Шывра, тарăн çĕрте, кирек ăçта та вутăшсăр пулмас, тет. Вăл вутăш чисти çын пекех, тет, антах ӳчĕ кăвак, тет, вăрăм çӳ(ç)лĕ тет; вăл вара шăрăх вăхăтра, хĕвел ăшшине тухса, пуçне тураса ларат, тет; хăш чухне хĕвел ăшшине тухса çывăрат та, тет. Çав çывăрнă вăхăтра, вăрттăн пырса, часрах хĕрес тăхăнтарсан, вăл вара шыва ниепле те кĕреймес, тет. Вара çынна пит йăлăнат, тет; мĕн çухлĕ укçа ыйтнă, ун чухлĕ укçа парат, тет. Вутăшăн ун укçа пит нумай, тет. Чуратч. Шывра тата çăлта чăвашсем: вутăш пурăнат, теççĕ. Вутăш çиленнĕ çынна час-часах ӳслĕк ярать. Çав ӳслĕкрен хăтăлас тесе, шыва вăсене, е çăла, çăкăр татăкки, çăмарта пăрахаççĕ. Пролей-Каша. Вотăш — дух, летавший к вдове и принимавший вид ее мужа (у др. вĕри-çĕлен). П. П. Т. Пирĕн патăрта чăвашсем, пĕр-пĕр çын вутăш пек пит алхасса пурăнсан, кĕлле каймасăр, турра пăхăнмасăр, тухатмăш туса пурăнсан, хупахра ĕççе шăнса вилсен, çав çынна масар çинче вырăн, ĕçме-çиме те памаççĕ, теççĕ. N. Вуташ — усал, кăтаклать çынна. Ч. С. (Янш.-Норв.). Чăвашсем çăл куçĕсенче, тата пысăк пĕвесенче вутăш пурăнать, тесе, ĕненеççĕ. Çăл куçĕсенчи вутăш питĕ пĕчĕкçĕ, тет; вăл тин çуралнă ача пек анчах, тет. Çăл куçĕнче пурăнакан вутăш çынсемшĕн питĕ усăллă, тет. Çынна вăл хăй пĕр сиен те тумас, тет. Пур çĕр айĕнчи пакраса тухакан çăл та çав пĕчĕкçĕ вутăшсем тапса кăларнипе тухать, теççĕ. Анчах çăл куçĕнчен шыв ăснă чухне-и, унта ĕçнĕ чухне-и: пĕсмĕлле, çырлах, тесе, ĕçмелле, тет. Çавна асăнса ĕçмесессĕн, вăл питĕ хурланать, тет. Аптăран(ă) енне вара: кăсене çавăн чухлĕ ырăлăх кăтартнăçăм мана мăшкăласа пурăнаççĕ; акă эпĕ вĕсене малашне сивĕ шывсем кăларса парам-ха, çырма шывĕпе антăхса пурăнчăр вĕсем; тата пырĕсене шыçтарса ярам та, ахлатса ӳсĕрсе çӳреччĕр вĕсем, тесе калать, тет. Çавăнпа чăвашсенчен е пырĕсем шыççан, е уярсенче çăлсем типе пуçласан: путех вутăшсене кам-та-пулин çилентернĕ пулĕ, тесе, кашни çăлсем куçне, хăшĕ йăва кайса пăрахаççĕ, хăшĕ нимĕрпе икерчĕ таткаласа пăрахаççĕ, тата хăшĕ-хăшĕ чĕрĕ çăмарта кайса яраççĕ; ăна вĕсем: шывĕ чĕрĕ çăмарта пек свеши пултăр, тесе, пăрахаççĕ. Ib. Пысăк пĕвесĕнче пурăнакан вутăш çын пекех çемепеле пурăнать, теççĕ. Ачапăр, çукки çак çутă çанталăкра пурăнакан е ачасене е ваттисене, шыв хĕрне пырсан, шыв ăшне сĕтĕрсе кĕрсе каять те, çавсене лаша вырăнне туса çӳреççĕ, тесе, ĕненеççĕ. Çавăнпа вĕсем: пур шыва кайса вилнĕ çын та вутăшсемпе пурăнать, тесе, ĕненеççĕ. Вăл вутăшсем хăйсем çын манерлех, теççĕ: тĕсĕсем хуп-хура та, хăйсем çаппа-çарамасах пурăнать, тесе, ĕненеççĕ. Çав вутăшсем питĕ нумай пулĕччĕç, тет те, анчах вĕсене, ирхине ирех хĕвел тухнă чухне, шыв хĕрне тухса выртсан, кашкăрсем нумайăшне çиеççĕ, тет. Çав çинĕ чухнĕ, вăл шăмми-шаккине çисе ярачченех кăшкăрат, тет. Чăвашсем: вутăша кашкăр çинине тата унăн тĕсне çула питĕ ăшă чухне ирхине самый хĕвел тухнă вăхăтра куратпăр, тĕççĕ. Етрух. Шыв хĕрне анса, çав ватă çынсемех чӳклеççĕ. Малтанхи сăмах: вутăш, çырлах! вутăш çырлах! теççĕ. Картусне, е шлепкине хул-айне хĕстерет, ачасене пурне те шывалла пăхса пуççаптарать... Çисе пĕтерсен, кайран çав ватă çынни калать: çырлах, вутăш! çырлах, вутăш! тет. Унтан арсем те çавăн пекех: вутăш, çырлах! вутăш, çырлах! тесе кăçкăраççĕ. Вара çав ватти калать: ĕнтĕ, ачасем, шывпа выльăр шыв хĕрĕнче, вара çăмăр лайăх пулат, тет. (Çерçи чӳкĕ). Милькович. 22. Водыш, пребывая в водах, к употреблению делает оные здоровыми. Макка 228°. Вутăш вăл особенно хирти пысăк пусăсенче пурăнат, теççĕ, пысăк шывсенче. Вăл хăй юратнă çын умне анчах тухса çӳрет, теççĕ; вăл тухсан, хĕр пулса çӳрет, теççĕ. И. Седяк. Вутăш = усал сывлăш, вупăртан кĕçĕнни. М. Çав старик вутăш пулнă, тет. Проп. о блудном сыне. Кĕçĕнни çемçе кăмăллă, çăмăл, вутăш пек чĕрĕ çын пулнă. Ст. Шаймурз. Хĕр-арăм патша калат: тархасшăн мана виçĕ пĕрчĕ сухала пар, тет. Вутăш калат: манăн сухал ыратат, тет. Орау. Вутăш пек (бойкий) ача пĕтĕмпех имшерленсе карĕ. Толст. Çынпа шыври (вутăш). Мусир. Вутăш — божество (злое, в воде). Н. Лебеж. † Путĕр-путĕр путене, хупсан, хуплу пулмĕ-ши? Ай-хай, кинçĕм Анна пур, илсен (замуж); вутăш (т. е. зюю) пулмĕ-ши? ДФФ. Вутăш çăл-куçĕнче (шывра) пурăнать, тесе, ĕненеччĕç. Ăна çулă нимĕрпе чӳклеччĕç. || Дух огня; однажды, по рассказу чувашина, он летел как бы в виде горящей головни, от которой сыпались искры. Ильминский сч. это слово сложным: вут+йыш, т. е. дух огня (см. йыш). См. Пер. о чув. изд. 50.

вăй ил

окрепнуть, набраться сил. Сир. 109. Эпĕ куртăм, ухмах вăй илтчĕ; çавăлтех унăн кил-çуртне ылхантăм. Ib. 290. Вĕсем вăй илнĕ ĕнтĕ (окрепли). Кан. 1927, № 214. Эрне хушшинче кукша сарăлса, вăй илсе карĕ. Юрк. Малашне вăй илсен, унта пит лайăх-кăна шатрун çурт ларттарăп, тет.

вăкăр

(вы̆гы̆р), бык. Хурамал. Çĕре вуникĕ мăйракаллă вăкăр çĕклесе тăрать. Собр. Вăйăран вăкăр тухат, теççĕ. (Послов. ). Сказки и пред. чув. 90. Ĕçчен чăваш вăкăр пек юрла-юрла ĕç тăват. Ib. 22. Кĕл пек тăпра çийĕнчен вăкăрсем пек утаççĕ. Изамб. Т. Вăкăр чават-чават та, хăй çине сирпĕтет. N. Вăкăра (из быков) пĕчĕккине пус, пысăккине сут. Сред. Юм. Пит ĕçлекен çынна: вăкăр пик ĕçлет, теçççĕ. Альш. Унтан тата Кăнла улпучĕ килсе ларать, тет, Сĕве кĕтессине. Вăл килет, тет те, малтан стариксене: вăкăр выртмалăх-кăна çĕр илетĕп, тесе, улталаса, илет, тет, стариксенчен хут. Хутне илсен, вăкăра пусат, тет, тирне чĕрпĕл-чĕрпĕл çурса, вĕрен пек тăват, тет, вăрăм. Унтан çав вăкăр тирĕнчен тунă вĕрен пеккипе Кăнла вырăнне çĕр çавăрса илет, тет, тăхăр ялăнне. Çапла Сĕве леш енĕ каят вара ку тăхăр ялăн. Хăят улпуçĕ чикене чиркӳ лартнă, тет те, чиркĕве пăсма саккун çук, тет. Рак. Тĕпĕ çăка, варри вăкăр, тăрри ăвăс. (Çап-йывăççи). Ст. Чек. Вăкăр, чава-чава, хăй çине тăпра купалат, тет. (Поговорка: кăрçакан çынна калаççĕ; çын хăне хирĕç çынна вăрçат-вăрçат та, вăрçнă çынни вăрçаканне хĕвет). N. Ача-пăча пулмасан, е пĕр тĕслĕ ача анчах (авал ывăл кирлĕ пулнă) пусан, арăм патне вăкăр ярса пăхнă (alium virum admittebant). Хăшĕ ăннине калаççĕ. N. Вăкăр кăтарт, случать (корову). Кан. 1927, № 216. Çур-кунне, çулла ĕнесем вăкăршăн, анчах вĕсем çук. || КАЯ. Кӳлĕ вăкăрĕ. См. чӳк.

вăл

(вы̆л), он (-а,-о). Пшкрт. Вăл винават туса, винаватлă (виноватый). К.-Кушки. Вăл выляса илмелле вылят. Регули 314. Вăл конта чохне эп вĕренеттĕмччĕ. Ib. 1533. Вăл конта чохне çырма вĕрентĕм. Киприан. Шуйттан ăна пит çиленнĕ. О сохр. здор. Ачанăн чĕрнисем вăрам пулсан, эсир ăна касăр, вăл вара питне-куçне чĕркелемĕ. Расск. Иосиф вăл хăй кирек мĕнле пултăр та, çапах та пирĕн тăван-çке вăл. || Тот, та, то; этот, эта, это; такой, такая, такое. Иногда не переводится. Вишн. 64. Вăл сĕт вара, апла йӳçсе кайсан, ачана нимĕн усă та кӳмест, çийĕнчен чирлеттерет ăна. Ib. 71. Вăл пĕвене улăмпа тислĕкпе пĕвелеççĕ. Шорк. Çтаппансен çорчĕ орамăн хăш енче? — Пĕлейместĕп, те ку енче, те вăл (леш, тепĕр, çав) енче. Яжутк. Вăл ятлă (с таким именем) пулсан, кирлĕ мар (ты мне не нужен), тесе каларĕ, тет. Альш. Вăл апла тăваççĕ те, ăна шухăшламасăрах тумаççĕ вйсем каллах. Ib. Ак килсе ӳкĕ кĕлетсем çине, унтан килĕ кунта! тетĕп эпĕ. Вăл кайрĕ вут, кайрĕ вут! Пĕтĕм çулăмĕ курăнат кĕлетсем урлă. Ib. Курăнат тĕл-тĕл купи-купипе ялкăшса, симĕссĕн-кăвакăн çунса выртни: вăл иккен кĕлет пӳлминчи тырăсем çуннă çавăнта. Хыпар № 29, 1906. Хай пĕрре авантарах пăхап, вăл ман пата шуйттансем кĕтĕвĕпĕ вĕçсе килеççĕ иккен. Альш. Нумай пулмас-ха вăл. Это было не так давно. Шаймурз. † Мамăк минтер, тесе, пуçма хутăм, вăл та-ях-та пулчĕ сарă хĕр чĕччисем N. Алăсăр-урасăр кĕпер хыват. (Вăл та пулин тӳшек çитти). Серг. Рад. Вăл вăраха мар. Это не надолго. Янтик. Ăна эсĕ, теççĕ. Говорят, что это сделал ты. Эпĕ чăнах та санăн туррусене салатса, çĕмĕрсе пĕтертĕм; вăлах аван ĕç (это-то и хорошо): хăйсене хăйсем çĕмĕресрен хăтарма пултарайманскерсем, вĕсем епле сана пулăшма пултарĕç? Альш. Ку енчи ялсенче тăранттас таврашĕ йышлах мар вăл. N. Ку вăл аван. Это хорошо. Букв. 1904. Тавлашсан-тавлашмасан та (как ни спорь), ман пекки хамăр хушшăмăрта çук-ха вăл. N. Халĕ аван та, каçа хирĕç каллех пĕлĕтсем туртĕ те-ха вăл (т. е. çанталăк). Беседа чув. 4. Апла юрамасть вăл. Это не годится. Регули 488. Ман атти-и вăл, выртаканĕ? Тот, лежащий там, мой отец?

вăраххăн

медленно, долго, тихо || Не так часто? О сохр. здор. 66. Çур çулхи ачана тата вăраххăн çитерес пулат; апла час-часах çитерсен вĕсем чирлĕ пулса, нишленсе каяççĕ.

вăрăм

(вŏрŏм, вы̆ры̆м), длинный, долгий, высокий. К.-Кушки. † Вăрăм чаппан тăхăнас-мĕн. Надо было надеть долгий чапан. Н. Кунаш. Вăрăм вырăс çул кăтартать. (Йăран). Высокий русский показывает дорогу. (Межа). Юрк. Вăрăм ĕмĕрлĕ-кунлă, долголетний. Сред. Юм. Вăрăм питлĕ, человек с продолговатым лицом. Регули 1053. Ку йăвăç вăрăм çитĕнчĕ (вăрăма кайрĕ). Ib. 903. Ик шыт вăрăмĕш, пĕр шыт вăрăмĕш. N. † Атте лаши, хура лаша, вăрăм çула каймашкăн (для дальней дороги); мапа анне çуратнă вăрăм хуйăх курмашкăн. Сала 197. Аслати вăрăм авăтсан, кĕр вăрăм килет, теççĕ. Если гром долго гремит, то, говорят, будет долгая осень. Якейк. Хĕвел аннă чухне ĕмĕлке вăрăмран вăрăм каят (все длиннее и длиннее). Чув. прим. о пог. 57. Уяр вăрăм тăрсан, çĕнĕ уйăхра (в др. гов. уйăхпа) çăмăр пулать. Если долго простоит ясная погода — с новым месяцем дождь. Ib. 226. Шаланкă çухăрсан, уяр вăрăм тăрат. Если коршун (чит. канюк) кричит, будет долго вёдро. Чуралъ-к. Уйра вăрăм вырăс выртĕ. (Ана йăранĕ). Пис. Кӳлнĕ утсем вăрăм та, ай, тăрсассăн, пукришкине йăвăр та тивмест-ши? N. Ытла вăрăм-вăрăм каласа куçарать. Его переводы страдают длиннотою изложения. Ала 101. Пирĕн пичийăн вăрăм ампар. Вăрăм ампар хĕррипе сала-кайăк йăви пит нумай. Календ. 1904. Тинĕ вăрăмми те, кĕски те пулать Шурăм-п. № 23. Тип çĕр çинче сарлакăш-вăрăмĕш (scr. вăрĕмĕш) пĕр утăмшăр туса, патакпа чĕрсе, тăваткал карта çавăраççĕ. Сред. Юм. Вăрăм кнахвит (конфекта) тесе, пĕрер шите яхăн тăвакан кнахвите калаççĕ. Ib. Вăрăм çиxĕ пус, мужской половой орган. (Обыкновенно говорят в шутку). Регули 384. Эп пилĕк шыт вăрăм. Кан. 1927, № 234. Вĕсем ĕç кунĕ (рабочий день) ытла вăрăммипе хирĕçеççĕ (протестуют против). N. Сăрă (р. Сура) пирĕн уясра вăрăм пымасть.

вăрман торри

леший. Истор. Славянсем чăн турра пĕлмен, вĕсем суя тĕнпе пурăннă: вăрманта вăрман турри, шывра — шыв турри, çуртра хĕрт-сурт пулнă.

вăрман-хĕрри

назв. д. Подлесное. Янш.-Норв. Альш. Вĕсем таçта: Вăрман-хĕррисем, Вăта-ялсем эпир, тетчĕç.

вăрç

(вы̆рс’), драться, воевать, сражаться. Бгтр. Чăхсам пĕр май вăрçсан, хăна килет, теççĕ. Если курицы постоянно дерутся, то, говорят, придет гость. N. Сан пирки вăсем вăрççа та илчĕç. Они из-за тебя даже подрались. N. Ялĕсенче пурнаканнисем, вăрçакан çĕртисем (там, где воюют), тухса тараççĕ. Истор. Вăл тĕлте вырăссем тутарсемпе тем пек хытă вăрçса илнĕ (сразились). Ib. Василий хăй те ăна хирĕç виçĕ хут кайнă, анчах пĕриче те вăрçсах вăрçман. Ib. Хăйсем те пĕр-пĕринпе ĕлĕкхи пек вăрçса, чаркăшса пурăнман (они). || Бранить, браниться; ругать. К.-Кушки. Вĕсем кӳршипе ялан вăрççа пурăнаççĕ. Ib. Мĕшĕн эсĕ мана вăрçатăн? || Капризничать, сердиться (о грудном ребенке). N. Ача вăрççа выртать. Ребенок лежит и «бранится»). || Биться (над чем-либо трудным). Якейк. Çак сатач çинче вăрççĕр-вăрççĕр(= вăрçрĕ-вăрçрĕ), ним те тохмарĕ. Бился, бился над задачей, но у него ничего не вышло.

вăрттăн

(вы̆ртты̆н), тайно(-ный). Кратк. расск. 12. Пиччĕшĕсенчен вăрттăн. Тайно от старших братьев. Юрк. Курăсăн, вĕсем çапах та пулин вăрттăн эрех тупса ĕçеççĕ. Сред. Юм. Эпир сăмахланине илтсе, вăрттăн колса тăрать (незаметно смеется). Тюрл. Вăрттăн çолпа кай. Иди глухой дорогой. Орау. Эп урок каланă чухне, вăл мана вăрттăн каласа тăчĕ (подсказывал).

вăрттăн-кĕрттĕн

тайком, незаметно для посторонних. Альш. Темĕскерле вĕсем, пахчасем-мĕнсем витĕр {{anchor|DdeLink3511816518790}} вăрттăн-кĕрттĕн çӳрекенскерсем (подозрительно ведут себя). Ст. Чек. Вăрттăн-кĕрттĕн — украдкой.

вăсам

(вы̆зам, вŏзам), они. См. вăсем, вĕсем, ăсем, осĕм, усем.

эй

(эj), или. Юрк. Чăваш юррисем е чăваш тĕнĕ çинчен вĕсем мĕн шухăшлаççĕ: пустарашшăн-и, эй çук-и? Юрк. Эй ку ман çие пĕр-пĕр япалашăн çиленсе ямасăр тăрать пули (= пуль-и)? Юрк. Çук çын хĕрне илес тетне, эй тата пĕр-пĕр пуян çыннăнне-и?

элекĕç

(эл’эг’э̆с'), клеветник. Клеветничество. Сред. Юм. Элекĕç — клеветник. Сир., 53. Элекĕç этем, ик чĕлхелĕ этем ылханлă пулччăр. Истор., 226. Вара ĕçлесе тăранма ӳркенекен çын ялан элекĕçпе тăрана пуçланă. Апок. Пирĕн тăванăмăрсен элекĕçне, хамăр Туррăмăр умĕнче вĕсем çинчен çĕрĕн-кунĕн элек панăскере хуса антарнă.

енчетрен

(энζ’этрэн'), неожиданно, случайно, редко. B. С. Степ. «Енчетрен — неожиданно». СТИК. Пирĕннĕ пек çăкăра вĕсем енчетрен пĕрре-кăна (редко) пĕçереççĕ. О сохр. зд. Ун пек çĕрте сивĕрен пăсăласран та сыхланса пурăнмалла; енчетрен сивĕрен пăсăлсан, сивĕ чир те ерет вара çынна.. Береж. Бог бережет. Енкетрен, Турă сыхлатăр та, кама та пулсан холера çакланса, вар витти ерсеесĕн, е хăса пуçласассăн, им-çам илсе киличчен, чирлĕ çынна ăшăтса тарлатма, унăн варĕ çине ăшăтакан япаласем: ăшă чуста, е ăшă кĕл, е ăшăтнă тырă-мĕн хурас пулать.

епиш-карчăк

повитуха. Календ. 03 г. Тата епиш (апăс) карчăксем (мăчаварсем) ахалех тумаççĕ, вĕсем те пĕр-ик тенке çитереççĕ. Встреч. форма род. п. епиш-карчăкăн.

ерет

(эрэт, эрэт’), ряд. порядок. См. ĕрет. Алдиар. Акăш-макăш чаплă тумланса çӳрет, ним еретне пĕлмесĕр. Ытти çынсенчен акăш-макăш чаплă тумланса çӳрет. Ч. С. Хамăр хыçри ерет çунать-мĕн. Альш. Хăй еречĕпе иртĕ-ха хăех ерипе (о болезни). Аттик. Вĕсем, ялăн пĕр вĕçĕнчен пуçласа, тепĕр вĕçне çитиччен, еретне пуçтарса çӳреççĕ. Альш. Эсĕ улăм айне кĕрсе вырт, шатăртаттарнăçемĕн шаларах кĕр; сурăхсем еречĕпе çисе пырĕç, тесе. калать, тет (лисица). || Оспа. Г. Т. Тимоф. Пĕрин куçне темĕскер тăрăннă е çапăннă, тепĕрин «хăй еретĕнчен пулса юлнă» (чечекрен), тата тепĕрин шывланса пиçсе тăрать. || Прозвище мужчины. Сред. Юм.

ерешеллĕ

(эрэжэл’л’э̆), то же, что ерешлĕ. В рук. Сир. в печати. 314 стр.,: «туйне вĕсем патшасен йĕркине темĕн пек вăйлă ерешеллĕ (в печатн. «чаплă») тунă».

эрĕш-пирĕш

(эрэ̆ш-пирэ̆ш), необдуманно говорящий, что попало, без разбора; говорун. Это выраж. повид., родственно с «арăш-пирĕш» говорящий, что придет в голову (Шашкар); очень простой и разговорчивый (Моркар); срв. япаласам арăш-пирĕш выртаççĕ, вещи валяются в беспорядке (Шашкар). Эрĕш-пирĕш — сăмаха пит ваклакан çын. Вĕсем лăпкă (скромные) çынсем, эрĕш-нирĕш мар, теççĕ, пит сăмаха ваклакансем мар.

этем

(эдэм, эд’эм), человек. Род человеческий. Формы род п. «этеммĕн», дат. п. «этемме» (Альш. и др.), кажется, указывают на былую ф. им. пад. этемĕ: срв. черем. аjдэмы̆. † Пире курайман этемсем хăçан кайĕç масара? N. Вĕсем, этем сăнне çухатса, ват çынна асап кăтартма тытăннă. Альш. Хай этемсем виçшер-тăватшар лав тиеççĕ те тырă, каяççĕ сутма Чĕмпĕре. Кильд. Е тата хамăра, этем ăруне, кам, çуратса, чун панă? Чăн Турă мар-и, ырă тăвансем? Сред. Юм. Этем хăй кôчĕпе сысмĕ ô. Человеку свойственно жить на широкую ногу, выше своих достатков. Сред. Юм. Этем кӳлмен поль, кô лашана! çапла çын лаша кӳлет поль-и? (запряжено не по-людски). Сред. Юм. Этемĕн тем те пôлĕ, пирĕн-çиç çôк ôлă. Сред. Юм. Этемме ним те çитмес ôна. Альш. Э, çаплатăр вĕсем, çаплатăр: питĕ ырă çынсем вĕт: çын пырсан-килсен, этем ăшне кĕменни-кăна, калаçа-калаçа вилеççĕ вара, тет хуçа арăмĕ. Альш. Çийес килмест-и, ĕçес килмест-и? тет. Этем тутă. Çисе ĕçсе тăмас (люди сыты). Ст. Чек. Этем пурăна-киле вакран вака-тухать, тет; тĕнче пĕтес умĕн çынсем пӳрне пек пулĕç, тет. Альш. Этем пурĕ пĕр: вырăс та, тутар та, чăваш та, мăкши те. Альш. Кама курнă, çавăнтан ыйтатăп, — мĕн ыйтнине этем тени калаçать. Шевле. Старйк храса таханлать этем-лаша (человека, заменяющего лошадь) орине. Юрк. Вăл (она) этем мар, есрейлĕ, шуйттан!.. ăна урăх ырă ят çук... Сĕт-к. Çав та этем çа! И он, тоже человек, ведь! N. Çуркунне шыв пит тулнипе этемсене нумайĕшне çул чарăнса тăнипе çула кайма чарăнса тăрать. Ядр. Унтан тарçă тытрăмăр, çортсам лартрăмăр; халь этем, этеме ертĕмĕр. Ядр. Кашкăр этем пек сăмах хушрĕ. Пшкрт. Эй этем, кил-халĕ конта! Ч. П. Пире курайман этемсем. Ч. И. Саманисем явăр, этем усал. БАБ. Ырă Турă çитмĕл те çичĕ тĕслĕ этем тунă. (Из заклинания). Шурăм, № 18. Ĕнтĕ хĕлле пĕтĕм çӳрекен этемех хăй патне кĕртет. Кр. расск. Унтан Турă çĕр тăпри илнĕ те, çав тăпраран этем кĕлетки тунă. БАБ. Çавăнпа та ĕнтĕ ак этемсем тырă пулмасран темĕн пек хăраççĕ. В. Олг. Чистă эс шойттан, этем мар! IЬ. Эс этем мар, эс йытăран та осал, сысна! Орау. Етеммӳ-япалу! Ну, и человек! (говорит про себя самого). N. Икĕ пуçĕнче икĕ этем, вăта çĕрĕнче çĕр этем. (Хӳме). Питуш. Çумăр айĕн кайсассăн, этемрен тохса килес полать (совсем вымочишься и загрязнишься). Ч. С. Тете çапла чĕрĕлсен, этем çапах: керемет тытнă (его), теччĕç (люди все-таки говорили, что его поразила киреметь). N. Этем çинче (среди людей) пуринчен телейлĕ. С. Эй-яй-яй! ыр этем полимăн, ачам! С. Хальхи саманта этем ырă корас çок. Истор. Вырăс çĕрне Авияран этем мурĕ (мор) килнĕ. Альш. Ку Иванăн пĕр шальçи-те çук-чĕ, халь епле этем пăхма хал çук (пышно, великолепно) туса хунă! (построил). БАБ. Çула-ха, епле-май, апла: этем ĕçлесе-туса та пулин хăйне тăранмалăх тупма пулать; хĕле кĕтĕн, çук вара. Ч. С. Юмăçăсем пĕри те: кунтан этем пулас çук, тетчĕç. Чăвйп. Вăл Микка этемме мар, вылăха та пит ăста йăпатма пĕлнĕ. † Саманисем йăвăр, этем усал, эпĕр еменнине кам йĕрес? N. Шуйттан ачи кăна курать та: эй, этем тус, тархашшăн ан пер! тесе, йăлăнма тытăнчĕ, тет. Артюшк. Этем ачи, дитя человека (в противоположность шуйттан ачи). Якей. Этем. Она этем каламалла мар пытарнă. Его похоронили с пышностью. Алекс. Нев. Çав вăхăтрах хĕрне те этем пăхма çук (пышные) хаклă йышши тумсем тумлантарнă. N. Этем пухăнса çитсессĕн, этем чĕлхипе калаçа пуçларĕç, тет. Шурăм. 13. Эсĕ этем-и, этем мар-и? — кала! Вурмандеево. Çавăн чухне пĕтĕм ял кĕрлесе тăрать. Этем чунĕ хĕпĕртет (в праздник). И. Яндоуши. Этем нумай та, çын сахал. Людей много, но мало настоящих. Трхбл. Этемме ӳкнĕ чухне тапта. Эта пословица, продик тованная разочарованием, говорит о том, что сколько бы мы ни делали добра людям, они всегда отплатят нам неблагодарностью, а потому и не заслуживают сочувствия.

-ех

(-эх'), афф. ограничения, усиления или отождествления; тоже, что -ах. Орау. Ăна эпĕ пыричченех (еще до моего прихода) велернĕччĕ. IЬ. Ăна эпĕ киличченех çĕмĕрнĕччĕ. IЬ. Вăл эпĕ килнĕ чухне те çĕмĕрĕкех выртаччĕ. Орау. Пыл темскерех мар-çке (не Бог знает что), ан вăрçăр, пурне те çитĕ. Орау. Путлĕн мĕн чухлех панине пĕлместĕп. Не знаю толком, сколько именно дали. Орау. Мĕнпех (чем именно) çапнă-ши вăл ăна? — пĕлесчĕ. Здесь «-ех» указывает на сильное желание узнать. Орау. Лашине çĕр тенкĕ панă, тет. — Тем, ун чухлех (так много) янă-ши вара. Орау. Ĕçĕ мĕскерле пулнă-ши? — Мĕскерлех (как именно) пулнине пĕлместĕп. IЬ. Паяррăн мĕллех пулнине пĕлместĕп. Не знаю точно, как именно это произошло. IЬ. Кулине пуян ывăлне кайнă та, такăшех пулнă: пуçне каçăртса иртсе карĕ, çавăрнса та пăхмарĕ. IЬ. Ку стаккан ĕнерех çĕмĕрлнĕччĕ. IЬ. Тутарла калаçнине ăнлас пулсан (чтобы понимать), тутарла пĕлесех пулать çав (надо непременно знать). Кумарка. Ялта пĕчĕкрех ачасем кунĕпех çыма кĕмесĕр выляса чупса çӳреççĕ. Сред. Юм. Элекçеех (не кто иной, как А.) пĕтерчĕ мана; вăл полман полсассăн, эп аванах порăнаттăм... Тата çынсем те пит пôтарчĕç. Истор. (№ 37). Вăл: поляксене çĕнтернĕ пекех вырăссене те çăмăл çĕнтерĕп, тесе шухăшланă. Истор. (№ 37). Наполеон: тинех (вот теперь-то) вăрçатпăр ĕнтĕ, тесе, темĕн пек хĕпĕртенĕ. М. Тюм. Çимĕк кунне ирех (совсем рано) ваттисем чиркĕве кайса пĕтеççĕ. Илебар. Халăх сурать — кӳл тăвать, пĕр çын сурать — типсех пырать. Цив. Вăл, эпир лашасене тытма пуçличченех, пĕр лашине тытса, тепĕрне тытăнкĕ. Сюг.-Яуш. Вăл ырă этемех-ши? Вăл этемренех çуралнă-ши? IЬ. Хваттир инçе мар пулсан, тăлăп кирлех те мар (не очень нужен) пулĕ. Рег. 209. Эп ончченех (до тех самых пор) тăхтам. N. Хапхаран кĕрсессĕнех (как только вошел), эпĕ лупас айĕнче икĕ çын хăма саваласа тăнине куртăм. Собр. 265°. Эсех (только ты или: уж ты)... пуян, çăварна каран та ларан. (Укçа хутаççи). Орау. Вăлне вăлах та (он-то положительно он), урăх никам та мар та, ахал, каламаçть. IЬ. Эсне эсех-çке (ты-то, разумеется, положительно ты) те, тулĕк ахаль, каламастăн. N. Пулă çавăн пекех кĕрет. Н. Полорусс. Эп вырăн тупичченех (до тех самых пор, пока) кунта пурăнан. IЬ. Эп, вырăн тупиччен, кунтах (здесь же, все здесь) пурăнан (буду жить). Орау. Темех (невесть что) ĕçтерсе çитармаççĕ пуль-ха вăсам та. IЬ. Темех курнă вăсене, вĕсем умĕнчен каймасăр, унтах ташласа тăрать. Не знаю, почему они уж очень ему дороги (милы) — расстаться не может, все перед ними кривляется («пляшет»). Орау. Хăшех (кто именно) капла вăрттăн нӳхрепĕн-масарăн сĕтĕрĕнсе çӳрет-ши? Урине çапса хуçăттăм мура — сĕт хăймине çиса тухнă. Здесь «-ех» указыв. на страстное желание узнать вора. Орау. Пĕлмессе пĕлместĕнех (действительво не знаешь) пулмалла, çав ахаль, сăмах çукран сăмах калаççа ларан. N. Халĕ кунта Варшаври пекех хĕнех мар (не очень трудно). Скотолеч. 31. Çак чирех, именно эту болезнь. Дик. Леб. 46. Акă патша Елиса çывăракан пӳлĕм çумĕнчиех пĕр пĕчĕкçĕ пӳлĕмĕн алăкне уçса ярать. Цив. Пирĕнтен инçех мар (не очень далеко), тăватă çухрăмра, пĕр чăваш ячĕ пур, Тенел. Курм. Юр айĕнчен тухнă кальчасем, курăксем хĕвел ăшшипе симĕсленех (постененно все) пыраççĕ. Изамб. Т. Исампалĕнче мĕн пурĕ хĕрĕхех (только сорок) кил. Ходары. Хутте вăлсемшĕн пулсан çурхи шыв тапраннă пултăр, çаплах, аеанланкаласа мĕнле те пулин пĕр вуншар хула та пулин касса килеççĕ, килеççех (все-таки срубят и принесут, для совершения обряда «вирĕм»). Ч. С. Ку асатте хăçан (когда же) вилех, выляма та ирĕк памасть. Бес. о земл. Ĕçе — вĕренемех! (ненременно выучусь) тесен, çын вĕренет. N. Урăх вара нимĕн ĕçех те çук. Никакой другой особенной работы нет. Нимех те çук унта. Там ничего особенного нет. Сред. Юм. Мĕнех кирлĕ пôлчĕ-ши сана! Что тебе было надо! (гов. человеку, некстати сделавшему что-нибудь). Шурăм. № 6. Итлесех тăрас килет. Так и хочется слушать. Яланах: пăртак тăрам-ха, тăрам, тесех (всё откладывал и...), вăхăта ку таранччен ирттерсе ятăм. Рег. 1360. Вăл тытĕ тытех (непременно). Йоман ытти явăçран çирĕп-çирĕпех (положительно крепче). Рег. 236. Ĕçлекенех никам та çок халь конта («-ех» здесь только смягчает выражение; по мнению других, его след. перевести с.товом «особенно»). N. Урăх паллă ятлă çырмасемех çук. Других особенио известных оврагов нет. (По мнению Н. И. Полоруссова, «-ех» здесь только смягчает выражение). Орау. Еплех хăтланнине (или епле хăтланнинех) куримарăм çав, айăн-çийăн çавăрнса пĕтрĕç те. Рег. 1344. Он пусăкăшех çок конта. Совсем равных ему по величине здесь нет. Рег. 1357. Турĕ-турех (все-таки). Тумарĕ-тумарех. Правильность этих оборотов подтверждает и Н. И. Подоруссов. Рег. 1338. Çимĕкренпех (е самого семика) сумар выртать. Çомăр хыççăнах (тотчас после дождя) кайрĕ. Рег. 235. Илтсенех (илтсеснех) каларăм. Календ. 1910. Ăслă француз «Ити» шутласа илнĕ те, пĕр кĕске çиçĕмех 17 çухрăм тухнă.

ылмаш

(ылмаш), сменяться, чередоваться, сменяться по очереди (напр., для работы, если работают в несколько смен). Вĕсем ылмашса ĕçлеççĕ? Н. Карм. Стена ылмашша пĕтнĕ (одно бревно сюда, другое — туда). || Изменяться (в худую сторону). Ашшĕ-амăшпе. Эй мĕскĕн! тенĕ: епле ĕнтĕ вăл ылмашса, начарланса кайнă! .

ыра кăтарт

ыр кăтарт, оказывать благодеяние. КС. Вăл мана юмап ыр катарттăрĕ (=кăтартрĕ). Ист. 155. Вĕсем халăха ырă кăтартасшăн тăрăшса пурăнман.

ырă

(ыры̆), назв. духов, чтимых чувашами. Срв. тат, iзгi. См. ырă. Ст. Чек. Ырăсен сыпăкĕсем, поколения (разряды?) духов, именуемых ырă. IЬ. «Ырă означает киремет: Аслă ырă — Аслă киремет, Кĕçĕн ырă — Кĕçĕн киремет, Вăталăх ырă — Вăталăх киремет». Азбаба. Чӳк туни вăл усал япала мар, унта эпир ырăсене асăнатпăр, ырăсем вĕсем святойсем, теççĕ (говорят язычники). НТЧ. Сĕвере (в Свияжске) выртан ырă, тесе, вĕсем унти Çвятоя асăнаççĕ (во время, сăра чӳклени»). НТЧ. Вĕсен аслă ырă тени пуринчен аслă киремет (он «тытать», т.-е. может причинять болезни). Жертв. т. Ваталахе ырсем гурь (вар. Вталаге ырсем гурь), т.-е. Вăталăх ырсем — хур, т.-е. средним ырсем гуся. IЬ. Кесени ырсем гурь (вар. Кесени ырсемъ гуръ), т.-е. кĕçĕн ырсем — хур «младшим ы. гуся». IЬ. Çĕнĕ ырсем жербет сып. юсман (вар. сене ырсем жербеть юсман т.-е. çĕнĕ ырсем — шерпет, (сыпписене) юсман, новым ы. сыта, (поколениям их) юсманы Т. VI. 27, 28. 1) Çырлах ырă чӳк-вĕлĕ. 2) Çырлахтăр ырă чук-кĕлĕ. 3) Çырлах ырă пӳлĕхçĕ. 4) Çырлах ырă хĕвел. Магн. 64, 65, 67, 87, 87. Çутă кӳлте выртакан ырă. Çол çӳрен ырă. Аслă ырă. Шопашкарти ырă. Макарери ырă. Хусанти ырă. Альш. Çав ырăсенчен хăранипех пăсăлтамăр, тетĕн. IЬ. Тура уменче сюрекенъ ырасем гурь. Тура умĕнче çурене ырсем гурь, т.-е Турă умĕнче çӳрекен ырăсем — хур. Т. VI, 5. 1) Тĕнче тытакан ырă амăшĕ, тĕнче тытакан ырă... З) Çул çӳрен ырă амăшĕ, çул çӳрен ырă.... З) Çĕр шыв тытан ырă амăшĕ, çĕр шыв тытан ырă.... См. сĕт кӳл. Т. VI, 1, 4, 5. 1) Турă умĕнче çӳрекен ырра... 2) Мăн Турă умĕнче çӳрекен мăн ырă. 3) Чун çуратан Турă умĕнче çӳрекен ырă. 4) Чун пӳрен Турă умĕнче çӳрекен ырă. 5) Турă умĕнче çӳрекен ырă амăшĕ, Турă умĕнчи ырă. 6) Шыв турри умĕнче çӳрекен ырă. N. Хĕр (поправлено: хĕрлĕ) çырта выртакан ырă амăшĕ хĕрлĕ çырта выртакан ырă.... Т. VI, 7. 1) Çӳрекен ырă амăшĕ, çӳрекен ырă.... 2) Чĕлпĕр тытан ырă амăшĕ, чĕлпĕр тытан ырă.... Альш. Тăхăр ял чӳкĕнче асăнакан ырăсем (список божеств). Альш. Турă умĕнче çӳрекен ырăсене хур. Аслати тухнă çĕрти Аслă ырăсене хур, аслати тухнă çĕрти вăталăх ырăсене хур, асл. тух. çĕр. кĕçĕн ырăсене хур. Л. Кошки. Хĕрлĕ çырта выртса каян ырăсем. Л. Кошки. Ырлăха пӳрен ырă. IЬ. Çул çӳрен ырăсем. Аку, 121°. Ырăсене юратса тăратпăр. (Из моленья). Отожествлять «ырсене» с киреметями, повидимому, нельзя. См. Милькович; А. Рекеев. Из чув. пред. и вер., Ш, 5, 6 (внизу); У, 10. || Ырсем тĕми (т̚э̆ми), назв. священнай горы древних чуваш-язычников дер. Тайбы-Таушевой. || ЬIрсен карти (карδиы) «место для жертвоприношения между реками» К.-Теняково.

ыр-хаяр

(х̚аjар), назв. духов. Аттик. Çĕрле çӳрекен ыр-хаяр, кăнтăрла çӳрекен ыр-хаяр, çакна ĕççе-çисе кайтăр. (Из наговора против «лăп-лап). Цив. Е... ха... мĕн!!! ыр-хаяр çакланнă-çке-мĕн сана! (Из записи А. Етрухина «Чăваш чирĕ», 2) Следующий отрывок взят из не оконченной рукописи М. В. Шевле «Авалхи чăваш ялисем» (1907 г.). Авалхи чăвашсем, Христос тĕнне кĕнĕ пулин те, хăйсен тĕнне хытă тытнă, ăна халĕрех-çих пăрахнă. Авалхи чăвашсем ĕненнĕ тăрăх пĕрех турă пулман, вĕсен турăсем тăхăр ушкăн пулнă, кашни ушкăнĕнче тăхăршар турă пулнă. Вĕсем пурте пĕртан пулман, первайхи ушкăнрисем аслисем пулнă, иккĕмĕш ушкăнрисем кĕçĕнтереххисем, виççĕмĕш ушкăнрисем тата кĕçнерехисем пулнă, такки çапа еречĕпе пынă. Тăта кашни ушкăнра уйрăм асли пулнă, ун хыçĕнчен кĕçнерехисем пулнă. Çапа ĕнтĕ пирĕн авалхи чăвашсен турăсем тăхăр ушкăн пулнă, кашни ушкăнĕнче тăхăр турă, мĕн пурĕ 81 турă. Вĕсен хушшинче аслисем, кĕçнисем пулнине астусан, вĕсем 81-те турă пулман пулмалла, вĕсен хушшинчен нăмайĕшĕ святой пеккисем, ангел пеккисем-çих пулнă пулмалла, анчах ĕлĕкхи вавашсем вĕсене пурне те пĕрле турăсем тенĕрен, эпир те турăсем тейĕпĕр. Кашни туррăн хăй пăхса тăракан япала пулнă: Акă вĕсем: 1) Таса пĕр турă, пуринчен асли. 2) Пӳлĕхçе, пĕр турăран кĕçни. З) Тур-Амĕш. 4) Пихампар, пĕтĕм çынсене пĕлсе тăракани. 5) Хĕрлĕ-Çыр пĕртак пурнарахпа Св. Николая пĕлтернĕ, ĕлĕк тем тăвакан пулнă, паллă мар. 6) Çĕр-Йыш. 7) Çĕр-Ашшĕ. 8) Çĕр-амĕш. 9) Çĕр Сулу, çĕре сулса парсан илекени. Кама та пулин çиленсен, илĕ вăрççан, таса çĕрте вăрçнине каçар, манан (siс!) ан шыра, çавăнтан кайса шыра тесе тухса çăнăх вĕçтернĕ. Иккĕмĕш ушкăнĕ. 1) Ывăл-хĕр çуратакая турă. 2) Ывăл-хĕр çуратакан амĕш. З) Ывăл-хĕр çуратаканăн Пӳлĕхçи, тоже пĕлсе тăракани. 4) Хунхаççи (так и в черновике рукописи), ӳсен япаласене хуяаттаракани пулнă пулмалла. 5) Хумхаççи, хумхантарса лартакани. 6) Вĕри хĕвелтен сыхлакани. 7) Çил-ашшĕ. 8) Çил-амĕш. 9) Тăвăл çил çӳретекени. Виççмĕш ушкăн. 1) Тыр-пул çуратакан турă. 2) Тыр-пул çуратакан амĕш. 3) Тыр-пул çуратакан Пӳлĕхçи. 4) Выльăх-чĕрлĕх çуратакан турă. 5) Выльăх-чĕрлĕх çуратакан амĕш. 6) Выльăх-чĕрлĕх çуратаканăн Пӳлĕхçи. 7) Вĕлле хурт çур такан турă. 8) Вĕлле хурт çуратакан амĕш. 9) Пӳлĕхçи. Тăваттăмĕш ушкăн. 1) Хăмла хăпартакан турă. 2) Хусанта аслă алăкра выртакан ырă. З) Сĕвере выртакан ырă. 4) Шупашкарта выртакан ырă. 5) Аслă (илĕ кив) киремет. 6) Аслă Киремет Ашшĕ. 7) Аслă киремет Амĕш. 8) Аслă киремет хаярĕ. 9) Тӳр-кĕлли. Хусанти, Сĕвери, Шупашкартн ырă, тесе, святой ӳчĕсене каланă пуль. Киремет тесе çынна тытса хутлакан турра каланă, вăл пит усал пулнă, ăна тул çăнăхĕнчен сарçупа çăрса юсман туса панă. Киремет хаярĕ, киремечĕ хушсан, пырса хутлакани пулнă. Тӳр-кĕлли тоже çавăн майли пулнă. Пиллекĕмĕш ушкăн. 1) Çĕнĕ киремет. 2) Çĕнĕ киремет ашшĕ. З) Çĕнĕ киремет амĕш. 4) Çĕнĕ киремет хаярĕ. 5) Çил çунач. 6) Çил хаяр. 7) Хĕвел ашшĕ. 8) Хĕвел амĕш. 9) Хĕвел çунач. Улттăмăш ушкăн. 1) Çĕр-шу кĕтен. 2) Уй пăхакан. З) Шыв вăтăш. 4) Итем сыхчи. 5) Хĕрт-Сурт. 6) Турă умĕнче çӳрекен. 7) Хĕрлĕ-Çыр ырри. 8) Кĕлĕ алăк умĕнче тăракан. 9) Кĕлĕ алăк уçакан. Çиччĕмĕш ушкăн. Ку ушкăнта таврари ырăсене асăннă, çавăнпа эп кунта хамăр таврари ырăсене çырап. 1) Хыçалти Аслă ырă. 2) Юнсарти ырă. 3) Шултрари ырй. 4) Уй пуçĕнчи ырă. 5) Кив масар. Кив масар тесе Йĕршер панчи, тĕне кĕмен чăвашсене чикнĕ масара калаç. Вăл масар халь те пур, унта вилнĕ çын тăпри çине лартнă тем пысăкĕш чулсем халь те мăкланса выртаç. Çав чулсем айне тухатакан çынсем, çӳçсем, кĕпе çухисем вăрттăн касса, тата урăх япаласем те пуçтарса кайса чикеç, теççĕ юмăç карчăксем. Таврари ырăсем тесе вак-твек турăсене каланă. Вĕсене парне памасăр юраман, вĕсем парне памасан çулта-йĕрте вĕсен тĕлĕнчен иртсе кайнă чух хăратса çынна чирлетме пултарнă, парне ларакана тĕрлĕ усалтан сыхланă. 6) Аслă-Вупкăн, выльăхсене пăхса тăнă. 7) Арçӳри. 8) яхăх (ярăх?), кĕсен-çăпан кăларакани пулнă, ăна воздушный (хĕрлĕ пилĕклĕ) пренĕк пăрахнă, хĕш-чух çуршар, чĕрĕкшер пуслăхсем или нухратсем парахнă. 9) Турă-Сулу, турра сулса панине илекен. Саккăрăмĕш ушкăн. 1) Чĕлпĕр тытакан. 2) Итем перекечĕ. З) Уй перекечĕ. 4) Перекет амĕш. 5) Перекет ашшĕ. 6) Перекет паракан. 7) Шултра алапа шыв ăсса килекен. Чӳк тума хур или путек пуснă. Пусас япалана малтан шыв сапса силлентернĕ, силленет пулсан, Ырă ăна пахил илнине, силленмес пулсан, пахил илменине пĕлтернĕ. Силлентерме сапакан шыва Шултра-алапа шыв ăсакани илсе пынă. 8) Тăваççи. 9) Тăтхаççи. Ку кайранхи ик ырă мĕн тăваканисем пулнине юмăç карчăксем те пĕлмеç. Тăххăрăмĕш ушкăн. Ку ушкăнти турăсем мĕн-мĕн ятлисене, вĕсем мĕн япаласене пăхса тăнисене пĕлекен çынна эп ку таранччĕн тĕл пулман-ха, çавăнпа вĕсем çинчен нимех те калама пуятараймастăп. Хам шухăшпа ку ушкăнта тĕрлĕ лăп-лапсене, кăçта килчĕ унта, пахчасенче-мĕнте пулнă йăрăхсене, киреметсене, ар-çӳрисене, ячĕсене каласа асăннă пуль, теп. Авалхи чăвашсен праçниксем те хальхисем пулман. Мун-кун та аслă кĕçнерни кун пулнă. Кашни эрнере вĕсен пĕр праçник пулнă эрне кун, хальхи вырсарни кун вырăнне. Тата чӳксем пулнă. Ак вĕсем: Тăхăр хуран, Çӳлти кĕлĕ, Вăрăм пăтă, Çич кас масарпе аснакан чӳк, Çĕнĕ-тыр-пул чӳкĕ, Хĕрт-сурт пăтти, Сăра чӳк, Вупкăн çӳк, Çăмăр чӳк. Авалхи чăвашсен хальхи поптавраш вырăнне кашни ялта, тĕрлĕ чӳк йĕркисене пĕлекен çын пулнă, ăна чăваш мулли тенĕ. Чăваш мулли ахал, çынах пулнă, ăна никам та суйламан, кам кĕлĕ-йĕркисене лайăхрах пĕлнĕ, çав мулла пулнă. Мулларан урăх, кĕлĕ йĕркисене пĕлекени юмăç карчăксем пулнă. Вĕсем çын чирлесен чӳксем тунă, арçӳрисене çакăр тураса пăрахнă, тухса киреметсене, йăрăхсене сулнă. Вĕсем уншĕн укçа е пĕр пĕр япала илнĕ. Чӳк тунă чух малтан алăка уççа, алăк'' патнелле пахса пĕтĕм турра асăннă. Мулла, калпакне хул-айне хĕстерсе, аллинче çимĕç тытса тăнă, унпа пĕрле ыттисем те хĕш чухне мĕн çимĕс те пулин тытса тăнă. Алăк патнелле пăхса кĕл туса пĕтерсен тин тур кĕтессинелле пăхса сăх сăхнă, унччен сăх сăхман.

ытла

(ытла; в Якей. произносят итла), лишвий. С. Мокш. Çак пӳртре мĕн ытла? (Çӳпĕ ытла). Что в этой избе лишнее? — Сор. (Заг.). С. Тим. Ах, аттеçĕм, аттеçĕм! хĕр ĕмĕрне пурăнтăм, ытла сăмах пулчĕ пуль, — каçар ĕнтĕ çаккăнта! (Хĕр йĕрри). Якей. Мăкăнь чечек хĕрлĕ чечек, хăшĕ шопка вăл ытла (лишний), — эпĕр хамăр çанашкал. Ст. Чек. Çавра кӳл варринче тĕм тупăлха — хăшĕ-ех те шупкка, çав ытла; эпĕр виççĕн-тăваттăн пĕр тăван — хăшăмăр телейсĕр, çав ытла. Ч. Й. Аттеçĕм те аннеçĕм! Ху çуратнă чунă (ваше дитя) хăшĕ ытла? Хăшĕ телейсĕр çав ытла (лишнее). N. Ытла пулсан, ура айне тăвăр. Если лишнее, бросьте нод ноги (растопчите). Сред. Юм. Ытла сăмаха хамăртан, ачасĕнчен, атте-аннерен полсан та, Тôр каçартăр. (Произносят во время молитвы). Т. VI. 1. Ытла чĕлхерен.... сыхла. Спаси нас от излишних речей (т.-е. от нашей собственной болтливости. Моленье). Бижб. Эпир иккĕн-виççĕн пĕр тăван, хăшĕ телейсĕр, вăл ытла. Альш. Çеçен хиртен мĕн ытла? — Шур тăрăлă чечек ытла (лишний). Атте-аннерен мĕн ытла? — Пĕве çитнĕ хĕр ытла (дишнйя). (Хĕр йĕрри). † Çеçен хирте мĕн ытла? — шур тăрăлă чечек ытла, атте килĕнче мĕн ытла?, — пĕве çитĕннĕ хĕр ытла. † Ушкăн-ушкăн тупăлха, — хăшĕ шупка вăл ытла; эпĕр иккĕн-виççĕн пĕр тăван, хăшĕ телейсĕр, вăл ытла. † Атте-аннерен мĕн ытла, ман çамрăк пуç — çав ытла. || Слишком. Особенно. Якей. Вăл ытла начарах та мар, теççĕ. Он не слишком беден. Рег. 1414. Ытла эсĕ мохтаватăн. Старак. Эс ытла та-çке! Ты уж слишком! (т.-е, допускаешь лишнее, хватаешь через край, вольничаешь). Собр. 327. Çынна ытла ан кала: Турă парсан, ар пулĕ. Не хай человека: он, бог даст, выростет мужем (т.-е. настоящим мужчиною, как надо быть). Собр. 315. Çынна ытла ан кала, хăна лекĕ. (Посл.). Орау. Ытла тем-те-пĕр хăтланать. Выдедывает весьма разные безобразн. вещи. Старак. Эс ытла та чĕре (ч’э̆рэ) кĕрсе каятăн-çке! Ты ищешь повода к ссоре. Старак. Ста каççа кас (каяс), ытла шыв, ора йĕпенет! Как тут перейти, уж очень много воды, промочишь ноги! Сборн. † Йывăçран тӳмме касса тума, эпир ытла платник мар (мы не настоящие мастера). IЬ. Ытла! Нет, брат, дудки! (больно ты хитёр, меня не заманишь!). † Хăр саврăр та, хăр кайрăр — ытла пулчим сарă ача? Объясняют так: «разве очень по вкусу пришелся (или: люб пришелся) русый парень?» N. Çульçă вăйлă çунатчĕ, эпир вара ытлах та (особенно) хĕпĕртетпĕр. || Излишествующий. Н. Леб. Йăнăш пултăм чĕлхерен, ытла пултăм куркаран. Я стал ошибаться в речах, я перехватил лишнего в ковшичках. II Больше. ДФФ. Пилĕк килтен ытла мар. Не более пяти домов. IЬ. Çур ял ытла. Больше половины деревни. IЬ. Ĕçкĕ тусан, пирĕн пата хĕрĕхшер мăшăр ытла хăна пыраччĕ. Рег. 1415. Вăл пире контан ытла (больше этого) ĕçлеме (тума) каламарĕ. Собр. 306°. Ылттăнăм çук, кĕмĕлĕм çук, сиртен ытла савнă çыннăм çук (нет человека, более любимого, чем вы). Изамб. Т. унăн куçĕ ĕне жуçĕнчен ытла мар (не больше). О сохр. зд. 54. Вир кĕрпи ытти кĕрпесенчен начартарах; çавăнпа ăна пăтăран ытла яшка çине яраççĕ (больше в похлебку, чем в кашу). Завражн. Воннă çиччĕрен виççĕ ытла. Десять больше семи на три. Юрк. Вăл вилсен, панккăра унăн çĕр пин ытла укçи юлнă (больше ста тысяч рублей). Орау. Çавăн чухнехинчен ытла. Больше, чем тогда. Ядр. Хунар ăшĕнче çуртаран та ытла çутатса тăрать, тет. Орау. Унта пĕр пилĕк çухрăм ытла пулĕ-ха. Наверное, туда больше пяти верст. Аттик. Учӳк чухне пĕр çур ял та ытла каять пулĕ, ӳчӳк çиме. Юрк. Вăйлă туйра вунăшар тăрантас та ытла пулать. N. Пирĕн ял пуçланни ĕнтĕ виçĕ çĕр çул та ытларах, теççĕ (побольше, чем триста лет). Пирĕн ял пуçланни икçĕр çул ытларах, тесе калаççĕ ваттисем. Стеф. Пиртен пĕр пилĕк çĕр çул ытларах ĕлĕк. Хып. 06, № 28. Сăмахпа пурне те тăваççĕ, ĕç тăва пкçласан вĕсем ытларах хăйсем çинчен тăрăшĕç. || Лучше, дороже, труднее Ман кунтан ытла (лучше этого) сăмахăм çук; çитмен пулсан, çитерĕр (добавьте), ытла (лишнее) пулсан, каçарăр (простите). Тимĕрçен. Вуниккĕн те явнă чĕн пушă-аври патĕнчи чĕнĕ, çав(ă) ытла. Пирĕл атте-анненĕн мĕн ытла? Вунçиччĕри хĕрĕ, çав(ă) ытла (лучше, дороже всего). Д. Бюрганский. Пире вăл та темĕнтен ытла. Для нас и это весьма дорого (важно и пр.). Алешк. Сапл. Кĕске утăсене çуласси, çулассинчен ытла (труднее) пухасси; хамăр тăвансене курасси, курассинчен ытла (дороже) калаçасси. Альш. Атте-аннерен мĕн ытла (дороже)? Пĕве çитнĕ хĕр ытла. || Ытла! Не может быть! КС., Курм. и др. || Очень, весьма, совсем. Юрк. Эсĕ, чăнах, пĕр-ик хут вуласан, ытла аванах вулăн (будешь читать совсем хорошо). Ист. 153. Ытла аван пурăнананскер пĕр чирлемесĕр-тумасăр вилнĕ. || Иногда, повидимому, употребл. вместо «ыт», в смысле: если вдруг... Качал. Хĕре калать Йăван: пыйтă пăх-ха, тит; ытла çывăрса кайсан, сылтăм ураран атă хывса виççĕ чыш (тит).

ытаклан

(ыдаклан), обниматься. Ст. Чек. Вĕсем епле ытакланса, юрласа çӳреççĕ! (Обнявшись и распевая). Çĕн-Кипек. Çав ачаран ыйттисем те хытă ытакланса тытăнса каяççĕ.

Ие

(иjэ), назв. духа. См. Магн. 146—148. Ст. Чек. Ие — злой дух; если оставить ребенка одного на земле, то он пристает к нему, и ребенок делается больным. Некоторые остаются на веки больными или хромыми. Урине не чăмланă — стал хромым. Ст. Чек. Ие — духи в бане; вредят ребятам, делают их худыми, заставляют плакать (ие ернĕ.) Т. Исаев. Ие особенно мунчара пулать, тата вырăнта та пулать; вырăнта выльăх-чĕрлĕх хупакан çĕртре пулать. Вăл ие тени çичĕ ятлă пулать; ак унăн ячĕсем: 1) мул ийи, 2) çĕр ийи (scr. ĕйи), 3) кĕлĕ ийи (scr. ĕйи), 4) макра ийи (scr. йи), 5) чĕпĕте ийи, 6) çул ийи, 7) çĕрлехи ийи. Вĕсем тытсан, выльăх-чĕрлĕх хутланса ӳкет, ăçта выльăх-чĕрлĕхĕн пуçне те çаварса лартать. Латышево. Бывают: уй ийи, вăрман ийи, кмака ийи, карта нйи, пусма айĕ ийи, виç куçлă ийе. Щ. С. Ийе мунчара пурăнать (дух). СПВВ. «Ие = ăна», Изамб. 103. Те ийе çыпăçнă (ребенок болен, все плачет). Шибач. Ачана ие çыпăçнă (вĕлерет). Ие чăмлать. Хорачка. Ача (ача) çоратсассăн, е (иă) çыпăçат, теччĕ. Ачи (ачи) типет, макăрат (маграт). Карчăксам (карчы̆ксам) чĕлке соркаласа параччĕ, каран суалать ачи (ачи). Запись фонетически не точна. Ходары. Тата пĕрнн-пĕрин алăри ачи чирлесен, куна ие ерет пулĕ-ха, тесе, пилеш шăрçа туса, çакçа яраççĕ. БАБ. Тепĕри (т.-е. йомзя): ие çулнă (поразил), тесе, ие хуса кăларчĕ, тет те, манăн чĕлхе уçăлса, калаçакан пултăм, тет (и говорят, что после этого изгнания я стал говорить). БАБ. Ие хуса кăларни. Совершается, когда ребенка «ие çулнă» Старуха-йомзя выносит болезненного ребенка на середину двора, кладет, покрыв его «такана» (почевками), и зажигает их и бьет кругом по «такана» прутом «йĕплĕ хулă», читая «кĕлĕ». При этом совершаются и другие обряды. Потом ребенка обмывают отваром травы «ие курăкĕ», а затем воду, траву и «йĕплĕ хулă» выкидывают на перекресток (çул юппине). Изамб. Т. Те ие ернĕ, ялан ерет! (ребенок). — Çук, ие ермен кăна, куçĕнченех паллă. || Ие чăмланă, человек расслабленный, не владеющий своими членами; иногда у него руки и ноги здоровы, а голова не держится. Сред. Юм. Мурат. вол. Ие тăмласа кайнă (что-то в роде собачьей старости у детей, худоба). Ст. Чек. Мăйне ие хуçнă, ие туланă (слабость, болезненная, неизлечимая или искалечение оконечностей). Ст. Чек. Ие туланă пек ташлаççĕ. Пляшут как угорелые? См. Рекеев, 7; Магн., а также Г. Т. Тимофеев. Ие (по-тюрлемински) мунчара пурăнать. Ие урайĕнче (путпулта) пурăнать, сайра. Пуш пӳртре те пурăнать. Кураççĕ ăна. Ача-пăчана улăштарса каять. Хăйĕн ачи начартарах пулсассăн, этем ачипе улăштарать. Килте ыттисем çук чухне, сăпкара выртакан ачана илет те, ун вырăнне хăйĕнне хăварать. Ие ачи çемçе, ленчеркке пулать: пите ерет. Нишли (sic!) ача теççĕ ун пеккине. Ачине хĕнемелле, тет, пĕлсен; вара улăштарса каять, тет, калла. — Мунчари ие усал, тет, килтинкен. Вĕсем, çынна çапăнсан, усал тăваççĕ. Ача-пăчана, пысăк çынна та, çапăнать. Вăл çапăннă çын ленчеркке пулать: ăна «ансат хуçать». Иене вĕртсе кăлараççĕ. Питĕ вирлĕ вĕрекен тутар арăмĕссм пур. Тухнă чухне, хăнне (sic!) вĕрекене аптратса хăварать, тет. Ие сикет, теççĕ. Манăн шăллăма вĕртме çӳретчĕç, эпĕ пĕчикçĕ чухне; кашни каймасрен, çăнăх, кĕрпе, кăмрăк, тата темĕн иле-иле каятчĕç. Атте нумай та вĕреннĕ çын, çаплах кайнă! Шăллăма мунчара çапăннăччĕ. Мунча кĕнĕ чух, тĕк-тăмалăх витре чăн-чан! туса кайрĕ, тет. Унччен те пулмарĕ, тет, вырттарнă ачи: шари-шари! иккĕ-виççе хытă кăшкăрчĕ, тет. Çавăнтан вара пирĕн ача начарланнăçемĕн начарлана пуçларĕ, тет. Хай ача ни çывăраймасчĕ, нимĕн тăлаймасчĕ, тет. Ачана ансат хуçа пуçларĕ, тет. Çинерех илтсе пĕлеç те, каяççĕ хăвăртрах тутар арăмĕ патне. Тутар арăмĕ вĕресшĕнех мар, тет. Ывăлĕпе кинĕ хăйĕнчен вăрттăн каларĕçĕ, тет: çавăрăнĕ-ха, çапла тусан, капла тусан, тесе, калаççĕ, тет. Хай тутар арăмĕ чăнах та вĕрме пулчĕ, тет. Вара вĕртме ăна çиччĕ-саккăр та кайнă, тет. Малтан вăл териех тарăхса вĕрмес, тет. Виççĕмĕшĕнче, тăваттăмĕшĕнче питĕ хытă тытăнса вĕрчĕ, тет. Хăй, тытан амак тытнă пек пулса кайса, ӳксе, нумайччен выртрĕ, тет. Ывăлĕпе кинĕ шыв-мĕн парса, мĕн туса, хай арăм пĕр çур сехет иртсен тин тăчĕ, тет, чипер çын пулса. Аннен пирĕн (вăл унтах пурăннă) сехри хăпнă: вилчĕ-тăр, тесе. Вăл, ачаран тухсан, хăйне анратса хăварать, тет, иккен. Чăваш арăмĕсем, вĕрнĕ-сурнă чухне, анаслаççĕ те, йывăр вĕрме, теççĕ: лешĕ, усалĕ, йывăрлантарать, теççĕ. Çав тутар арăмĕ аптранăран вара ака самапланнăçем самайлана пуçларĕ, тет, йĕме те вăл териех йĕмесчĕ, тет. — Çапла шăллăм хуллен-хуллен чĕрĕлнĕ. Халĕ сывă çынах, анчах хăрах вĕчи, çав ĕлĕк ыратни, аяларах. Чупма та вăл териех аван мар-тăр: час ывăнать. — Ие сикет, тет. Анне çав тутар арăмĕ патĕнче пураннă чухне, кашни çĕр тутар арăмĕ тăра-тăра ачана çĕрле, тĕттĕм çĕрте, вĕретчĕ, тет. Вĕрнĕ хыççăнах ача, лăпланса, аранçĕ ăйха каятчĕ, тет. Анне те: ăйха каяттăмччĕ, тет. Пĕрре çапла, вăл ăйха кайсан, кăштăр-каштăр тунă пек пулчĕ, тет. Анне: хăраса, вăрантăм, тет. Вăл иккен тутар арăмĕ вĕсем патне пынă, тет те, анне çумĕнчи ачана вĕрсе ларать, тет. Çавăнтан хăранипе (вăл шухăшлать: тутар арăмĕ вĕрме пырсан, ие, тарса, мана, сĕртĕнсе, хăратнă-тăр, тет), аннен те хăрах алли типе пуçланă, тет. Ăна та, пĕр-икĕ хут кайса, вĕртрĕм, тет те, тӳрленкĕ, тет. Çапла калать çав анне. Анчах ун пек, кун пек япала çннчен çынна каласа яма юрамас, тет: лешне, чĕрĕлнине хĕн килет, тет. Вĕрекене те аван мар, тет: ĕçĕ уçăлмас, тет. См. «Этногр. зам. о чув. Козм. У. Каз. г.» Н. В. Никольского (ИОАИЭ, 1911). ||Асан. Ие — домовой. Чтобы переманять его в новый дом, переносят кирпич из старого? Представляют в виде ребенка. Пшкрт. Кардара утсам ты̆рны̆ џ̌он’а, с’илҕи пэ̆дэ̆рэ̆нцэ̆к ползасы̆н иа пэ̆лäтäзä (заплёл), тэччэ̆. См. Вупăр. || Иä ôjы̆, назв. поля. Пшкрт.

иккен

(иккэн'), от тат. iкäн. См. «Оп. иссл. чув. синт.» I, стр. 544 ., II, стр. 237—339. || Оказывается. Бес. чув. Микулай пит инçех кайман иккен; Керимулла ăна чĕнчĕ те, вăл каллах ун патне пычĕ. С. Шигали. Ц. Эпĕ çаксам килнине куртăм та, часрах, кам иккенисене паллас тесе, пӳрте чупса кĕтĕм. Альш. Вăл мăрса вăл вырăнта кĕлĕ те тăвать иккен (совершал), тата урăх темĕн кирлисене туса тытса тăрать иккен, хăй çыннисемпе. N. Эпĕ чăнах та: курăк пулĕ, тесе; вăл авă мĕне иккен-ха Альш. Вун-икĕ мулкаç çурисем тĕл пултăм; вун-икĕ мулкаç çурисем иртиччен, выртас иккен çулçăн айĕнче. † Хура вăрман витĕр тухнă чух, вун-икĕ мулкач, çури тĕл пултăм, вун-икĕ мулкач çури иртиччен, выртас иккен çулçă айĕнче: çак самана йăвăрне пĕлнĕ пулсан, выртас мĕн анненĕн хивĕнче (=хĕвĕнче). Кошки. † Çакă нушана пĕлнĕ пулсан, выртас иккен анненĕн хĕвĕнче. Хып. 1906, № 29. Вĕсем пит килĕштерсе пурăнаççĕ. Анчах инкек кирек кама та тиркемест иккен! Альш. Шап-шурă юрсем çинче ылттăн тенкĕ пек иккен йĕрĕсем. Изамб. Т. Эпир пăхăрăмăр та, чăнах та хĕвел выляса тухат иккенне куртăмăр (на пасхе). N. Вара эпĕ хай йĕрĕхе (=кузов йĕрĕх'а) пытарнă иккенне пĕтĕм (узнал, что спрятали). Шел. И. 15. Иртет иккен ĕмĕр.... пĕтет кун-çул...

иккĕшĕ

или иккĕш, или икĕшĕ, или икĕш, двое или два из них. Юрк. Чăхăсене, хур-кăвакалсене те чăвашсем çаплах çиеççĕ. Сахал пулсан иккĕшне, те виççĕшне те пĕр тапхăр пĕçереççĕ. Быт. ХХI. Вĕсем иккĕшĕ туслă тăма сăмах хунă.

ил

(ил'), брать, взять; покупать, купить; снять. Ст. Чек. Пыл исе каяççĕ те, лере çăлран шыв исе, шĕветеççĕ. Рег. 96. Она исе каяссише исе кайман, орăхне исе кайнă. Взял не тот, который было надо взять, а другой. Вишн. 72. Вĕсем (воды) хăйсемпе пĕрле çĕр витĕр аннă чух тислĕке те илсе кĕреççĕ те, часах çав ăшăк пусса пухăнаççĕ. Хып. 1906, № 5. Кам илес тиекен илтĕр, манран илсе пулас çук, тет аслашшĕ (т.-е. я не могу купить). И. И. Орлов. В Ракове «илсе кайма кайĕ» = «илсе кайин». Тогаево Покр. Витресем порте мончара, кайса илесси терĕç. Орау. Лаши мĕн пур вăйĕпе чупса пычă чухне салтакки пĕшкĕнсе аллипе тăпра иле-иле пырать. Орау. Пĕри ман хушамата илнĕ (выбрал себе взамен своей мою фамилию). К. С. Эпир кăçал хĕлĕпех тырă илтĕмĕр (покупали всю зиму). Хып. 1906, № 28. Кама, мĕн те çĕр хуçине тӳлес? Кам хăй укçалла илнине кăтартĕ, ăна тӳлесен те юрать. Ст. Шайм. Ача: лешсене илнине кăна илĕпĕр, тет. Парень говорит: «Если уж те вещи сумели взять, то эту возьмем». Ист. Олег çапла тапăна-тапăна Чернигова туртса илнĕ-илнех (все-таки взял.). Чураль-к. † Авăн çапнă укçапа илсе ячĕç ка... на (cunnum). НАК. Ачанăн ашшĕсем ачи илес (scr. исел) тенĕ хĕре илес тесен, евĕч хĕрĕн ашшĕсене калаçтарма каять. Юрк. Шалуннине те чиперех илекен пулать (стад получать порядочное жалованье). Толст. Вĕреннĕ çын арăмне килне илсе кайрĕ, тет, вĕренменнине çавăнтах патакпа çапса илчĕç, тет. Толст. Вăл укçапа пĕр чăхă илсе ярать (на эти деньги покупает). Якей. Сарă вăрăм хĕрсене илессӳ çок (если не хочешь взять), ма астарас? Ирть-х. Вăл Атăл илчĕ он чохне, латти полмарĕ, окçи пĕтрĕ. Он тогда снял (с торгов) Волгу, но толку не вышло, а деньги ушли попусту. Рег. 1086. Ик кĕрĕк илме окçа патăм. Орау. Хам укçана илимарăм (или: кăларимарăм). Я и своих денег не выручил. СТИК. Çук, мĕн улмине калан! Илех тăратпăр та, ăçтан пултăр! Где уж тут в целости сохраниться яблокам, когда дня не пропускаем, чтобы не поесть яблоков. О сохр. зд. Вара пичĕ (наволочка) варлансан ăна час-часах илсе (сняв) çума та пулать. Рег. 1508. Вăл сана парсан, ил (возьми). Букв. 1908, 17. Аллусене ил (отними, возьми), мана сывлама йывăр. Бес. о земл. Малтанхи çуркуннехи сухапа тĕплĕрех тăвас пулать, суха кассисене (борозды) кĕçĕнрен илес (провести) пулать. † Илес-илес илесех, аваннинех илесех (невесту), хамăр ялтан илесех. Т. Исаев. Эй турă, тăхăр çулччен тырă-пулă акса туса илтĕмĕр, тăхăр çул хушшинче лайăх та, начар та тырă пулчĕ, эй турă, тата тепĕр тăхăр çулччен тырă-пулă лайăх пулма парччĕ. Т. Исаев. Çапла пĕр кун ятне илер-ха (возьмем, для примера, название одного дня). Цив. Каçпала пĕр çĕрĕк çăпата илсе кĕреççĕ. Букв. Пирĕн ялта пĕр çын пасартан сӳсмен илсе тавăрăннă тет. Шорк. Исе-исе лайăхрах атă илес. Если уж покупать сапоги, то надо купить получше. СТИК. Çĕр-улми илмелле кĕреп те туртап (чĕлĕм). Спускаюсь в подполье, как будто за картофелем, и курю. Рег. 500. Эс исе, эп илтĕм. Ч. С. Вăл вилеччен виçĕ çул малтан пĕр Çатра-касси çынинне тырă çинчен утне тытса хупнă. Ăна ахаль паман, виçĕ тенкĕ укçа илсе юлнă. Сборн. мол. 14. Вăл чура сăнне илсе, этем пек пулса тĕсĕпе çын евĕрлĕ пулса, хăйне хăй кĕçĕнлетнĕ. ССО. Илсе килтер, велеть привести. N. Египет çынннсем çине тинĕсе илсе пырса, тинĕс шывĕ айне турĕ. Шихазаны. Илсе ярас (купить) эппин пĕр сурăх, терĕç. Альш. Унта ахăл-ахăл тăваççĕ (молодежь): вĕсене хирĕç вăрманĕ янраса тăрать, сассисене илсе... Хып. 1906, № 27. Çапла ĕнтĕ ун пек патшалăхсенче халăх суйласа янă çынсем закон еркисене пăхса тăраççĕ, патшалăхри пайтасене, расходсене хисеп илсе тăраççĕ. Рег. 872. Порте илчĕç ĕçлĕксене (поç çинчен). К. С. Илмеллех ил, совсем взять. || Взять замуж. Никитин. Мана Хомок илмере илме (чит.: илмерĕ, илмерĕ) — курĕ-халĕ нушнине, курĕ-халĕ нушнине. Чураль-к. † Ялти маттур сар хĕрсене илме тăртăм, çул çитмест. Т. М. Матв. Илнĕ лаша ăнмасан, çулталăка хуйхă; илнĕ арăм ăнмасан, ĕмĕрлĕхе хуйхă. Ст. Айб. † Вĕтлĕх çулчи кĕл пулмĕ, пирĕн (чит,: пире?) илен хур пулмĕ. Изамб. Т. Эпĕ ун пек (такую) арăм илес çине (чтобы взять) авланмастăп та, теччĕ. Тăвйп. Иван вара урăх начартарах, çук çын хĕрне аран илсе янă. † Пăхса хонă сар хĕрне илсе яма (взять за себя) полмарĕ. || Взять на военную службу. Урмай. Нурăс кулачи шур кулач; илес тесе карăм та, хамăра илсе пăрахрĕç. (Из солд. п.). || Стричь. Сред. Юм. Кам сана тутар пик илсе янă? Чирикеево. Çӳçне нумай илмен, кăшт-кăна кăрăхтарнă. || Оказаться в состоянии стронуть с места, свезти (о лошади). Изамб. Т. Мăклă лавсене лашасем çиле хирĕç ниепле илеймеççĕ (не могут везти). Букв. I, 1904, 71. Хайхисен лашисем харăс илсе, шыв пек кайнă. N. Утсем илеймерĕç. Лошади не взяли. || Заливать, понимать (о воде). Якей. Пилĕк таран шу илч (затопила), çаплах лармаçть (она). Шу мыя иле пуçларĕ. Альш. Етремене Сурăх ваççи юхса кĕнĕ тĕлте, мал енчи çеремре, пĕр çур ял вырăне пек çӳлĕ шыв илмен вырăн пур — тĕме. Богатыр. Шыв унта та тулса çитрĕ (поднялась) тет те, улпута мăй таран илчĕ, тет. || Резать, пилить (об инструменте). Толст. Илмест. Не берёт (пила). || Перетягивать. СТИК. Илеймест-ха=не перетягивает (чашка весов). || Выростать (о новом мясе). О сохр. зд. Чи çиелти тир пирĕн кивелсе, кирĕк пулса тăкăнса каять те, ун вырăнне аялтан çĕнĕ ӳт илсе пырать. Хып. 1906, № 43. Тĕттĕм çĕрте пурăнса куçĕсем е пит пĕчĕккĕленсе вăйсăрланса кайнă, е куçĕсене пĕтĕмпех ӳт илсе ларнă (заросли мясом). || Захватывать (не целиком, о пожаре). Орау. Вăсен пӳртне те вут илчĕ. И их изба загорелась. См. хып. || Умножать (в арифм.). || Начать одолевать в борьбе. Сред. Юм. Илсе-илсе пыраттăмчĕ (в борьбе), тепле ôрана хиртерчĕ те, çавăрчĕ-пăрахрĕ. Такки çĕнчĕ, терĕç вара çапах. || Futuere, terere. Ст. Чек. Эпĕ ăна, ох, илтĕм! || Дрыхнуть во всю. Якей. Эпĕр ăйха илеппĕр анчах. Мы знаем спим (много спим). Загораться. Пĕр шăрпăкпа илеймерĕ. От одной спички не загорелось. || Часто употр. в качестве вспомог. гл., даже если говорится о действиях неодушевл. предметов. См. «Опыт иссл. чув. синт.», II, 45, 52—55. Яргуньк. Хай çĕлен кайран калях çыпçăнса илчĕ (опять обвился вокруг шеи портного). Юрк. Пуçĕнчен çĕлĕкне хыпаланса хывса илсе... Ст. Ганьк. † Ах, аттеçĕм, аннеçĕм! Ырашне çапса илсен, улăмĕ вута! терĕр пуль. Букв. 1904, I. Унтан пурте сăхсăхса илтĕмĕр (перекрестились) те, вăрмана кĕрсе кайрăмăр. Календ. 06 г. Вăл 24 сехетре пĕре çавăрнса илет (о земле). I-ая кн. для чт. 1912, 34. Ăна (клён) çил, вăрттăн пырса, кăшт сĕртĕнсе кайсан, вăл хăйĕн çулçисене вылянтарса, çавăркаласа пăхса илет. Хып. 1906, № 44. Халăх хăй те ăна сиссе илчĕ. Юрк. Ун патне килсеттĕмĕр çав, теççĕ те, тата урăх сăмах килаçса та илеймеççĕ, хай майра часах шалти пӳлĕме кĕрсе каят. I кн. для чт. 1912, 21. Шăпăр хулли хуçса илчĕ те, тытăнчĕ çунтарма (сечь, пороть). Чăв. юм. 1924, 32. Пĕр куç хупса иличчен. В мгновение ока. Чăв. юм. 1924, 17. Ак тамаша! Арча хуппине уççа ярсанах, симĕс-кăвак çĕлен-калта яшăлтатса тухрĕ. Хисепсĕр нумай. Авкаланса, хуçкаланса, хĕре явăнса илчĕç те, çавăнтах çиме пуçларĕç. К. С. Пĕрре... са илтĕм. Futui semel. Сред. Юм. Чӳрече витĕр кăçкăрса илчĕ. Увидал из окна и позвал к себе, и тот вошел. К. С. Тивертсе (или: хĕртсе) илтĕм. Прибил, отдул (кого). Юрк. Арăмĕ, ĕмĕрне çынпа килĕштереймен çын, кӳрши арăмĕне вăрççа илет. Ист. 354°. Хусана епле те пулсан туртса илес-илесех, тесе, çарă пуха Пуçланă. Ллыи. Кăна та юмăçă: пăхса вĕрсе илтĕм. тет. Толст. Пĕрре асапланса илсен, кайран çăмăл пулĕ. О сохр. зд. Куçсем часах ывăнса ыратакан пулаççĕ; вара ирĕксĕрех ĕçе пăрахса, пăртак канса илес пулать. БАБ. Анне ĕлĕк хампа асапланнине (со мною) шухăшласа илетĕн те, куççулĕ шапăрах юхса тухать. Сказки. Иванпа Петрăн (чит.: Петĕрĕн) лашисем те пĕр-пĕрне палласа кĕçенсе илчĕç, тет. N. Шухăшласа илме çук тĕлĕнмелле. Ч. С. Сăмса айне шăлнине ыттисем ан сисейччĕр, тесе: веçа килет! тесе, аллине тăсса кăтартса, сăмсине кăшт шăлса илчĕ, тет. N. Эпĕ вара ерсе илтĕм (поплакал). 93 çул. 68. Марккиз кулса илнĕ. Маркиз усмехнулся. Хăр. Паль. 19. Апатне те çăварĕ патне аран илсе пырать. И. Патт. 12. Эпĕ сире хĕрхенсе илсе çитертĕм (довёз), терĕ те лешĕ, чуптарчĕ хăй çулĕпе.

илтерттер

велеть ааставить взять или сиять и пр. N. Анчах вĕсем ытла чеченне кура, Декий вĕсене çавăн чухнех асанлантарса вĕлерме хĕрхеннĕ; сăнчăрĕсене илтерттерсе, каланă вĕсене: кун пек çамрăк чечен ачасене вĕлерттерме шел, тенĕ.

ил

(ил'), в сочетании: ил-кут (scr. иль-кут), непонятное слово в рукописном сборнике песен. N. Иль.-кут çапрĕ ешĕл хут çине, улпут сикрĕ çунан вут çине. В сноске к этой песне в рукописи сказано: «Салтак ачине (scr. атине, т.-с. рекрута) кунта улпут тенĕ, мĕншĕн тесен вĕсем улпутсем пек хăратса, ĕççе-çисе, савăнса, юрласа, лашапа чуптарса çӳренĕ ялтан яла. Возможно, однак.о, что «ил-кут» означает то же, что ăлькут, ĕлькут «льгота»; тогда мы переведем песню так: «На зеленой бумаге была обозначена льгота (бсвобождающая от солдатчины); чиновник (сидевший в воинском присутствии, с досады словно) прыгнул в огонь».

илеш

(ил’эш), то же, что илен. Баран. 99. Лаша хуçана пит илешет: ăна вăл темиçе çултан та паллать. Серг. Рад. Вĕсем те ăна илешнĕ. N. Çак вир çине тăрнасем илешеççĕ. N. Пирĕн киле вуникĕ пуçлă çĕлен илешнĕ, тет. В. Буянова. Курва-курва хĕрсене мишер таркăн илешнĕ. Баран. 44. Анана сĕлĕ çиме вĕреннĕ упа илешнĕ.

илт

неизв. слово в сочетании: Илт улăхĕ, назв. лугов около с. Янгорчина, Тойсинской вол. Ядр. у. Пирĕн ялăн тата çаран ӳстермели (siс!) вырăнсем пур. Вăл вырăнсене улăхсем теççĕ. Вĕсем акă мĕн ятлă: Илт (scr. Ильт) улăхĕ, Масар улăхĕ, тата Тукай умĕнчи улăх.

им-çум

(им-с̚ 'ум), то же, что им-çам. О христ. любви. Вĕсем сывмар çынсене им-çум (лекарствасем) парса, çук çынсене çимелли парса пулăшаччĕç.

импичче

(имбиц'ц'э), старший брат отца. Юрк. Вĕсем ӳссе çитĕнсен, импичче салтака каятчен, вĕсем каллех пысăк хуйхă курнă. Ч. С. Ваçĕлей импичче. || Муж «мăнакка». Симб. Имничче — атте тетĕшĕ (кирек кам аттерен аслине). Мăнакка упăшкине те импичче теççĕ. См. ĕмниче, мучи, мочи.

ирсĕр

раньше утра. Вĕсем ирсĕр килес çук.

ирхи куна каçчен

день деньской; весь день. Ирхи куна каçченех çӳреççĕ. N. Сурăхсем, ĕнесем ирхи куна каçчен шав çаранта çăрса çӳреççĕ. О сохр. зд. Вĕсем çу кунĕнче, пĕр ӳркенмесĕр, ывăна пĕлмесĕр, ирхи куна каçчен ĕçлесе... || N. Пуçа мĕн килессе пĕлес пулсан, ирхи куна каçчен пурăнмăттăм.

ирĕк

(ирэ̆к, ирэ̆к'), свобода, воля. Свободный, вольный. Свободно, вольно. Приволе. Привольный. Власть. Соизволение. Ист. Киеври халăх авалтанпах княçсене улăштара-улăштара лартса ирĕке вĕреннĕ. Полтава. Ирĕк çын, свободный человек. Хып. 1906, 31—2. Ытлашши мĕн тăвас икĕ лаша усраса, утă-улăм ирĕк мар. Сборн. мол. 239. Эй туррăмăр, эсĕ ху ирĕк туса çуралнă, ху кăмăл туса килнĕ. IЬ. 44. Нумай хĕрхенекен кăмăлупа, унтан çуралма ирĕк тунă. N. Хăта калать: пиртен ирĕк, тет. Тăват кĕтессинчен пĕр кĕтессине пирĕн çак туй халăхсене кĕрсе тăма ирĕк пулмĕ-ши. (Из речи мăн-кĕрӳ). Ст. Яха-касы. Ашшĕ-амăшсем кайсассăн, вара ачисене килĕнче пĕтĕмпех ирĕк пулать (бывает свободно, раздолье). Цив. Вăрманти çулçă сарличчен, вăрман хушши питч(ĕ) ирĕк; вăрманти çулçă сарăлсан, вăрман хушши тăвăрланать. Качал. Çĕлен калать: халĕ санăн ирĕк (=ты хозяин, твоя власть) çĕр çинче. Орау. Ирĕкре (напр., в поле) ӳсекен йăвăç çӳллĕ пулмасть. Хып. 1906, 15 (16?). Улпутсен аллинчĕ нихăçан та пурăнман — иĕк пурăннă. Конст. чув. Турккă хĕрĕпе ирĕклĕ пурăнса, укçасене пĕтерчĕ. Жил с турчанкой на широкую ногу и промотал капитал. Ст. Айбеси. Туррăн ирĕкне çын пĕлмест, теççĕ. (Послов.). Сĕт-к. Апла килти окçая пĕтерес пор, ма каяс ирĕкке? N. 88 саккинче(н) пĕр сакки çак туй халăхне ларса канма ирĕк пулмĕ-ши. (Из речи мăн-кĕрӳ). Букв. I, 1904 г. Тилли пулă лавĕ çинче ирĕк илнĕ, тет (стала распоряжаться по-своему). Альш. Çĕр пулнă ирĕк. Янш.-Норв. Хăвăрта ирĕк = воля ваша. 2 Кадыш, Цив. в. Хăвăрăн ирĕк, мĕллĕ тăватăр (воля ваша). N. Тăхăрвун хăминчен пĕр хăми пире ирĕк пулмĕ-ши, выляса, кулса, ĕçсе çиме? (Такмак) N. Хуларан ирĕк çĕре тухнă. Эсĕ епле çав тĕрлĕ чипер аван арăмна ирĕке (scr. йрке) прахса кайăн? Ч. П. Çакăях та ырă чунăм, ӳссен, ирĕкĕнчен тухас çук. О сохр. зд. Урамсенчен, кил-картисенчен тислĕк, ытти таса мар япаласене те хире (уя) кăларса тăкмасан, е тата çĕрме ял хушшинех ирĕк çĕре купаласа лартсан, эпĕ çанталăкра вĕсем çĕре пуçлаççĕ. Сказки. Иван вара чула тытрĕ, тет те, ирĕкелле утса ячĕ, тет (= на волю). О сохр. яд. Тăвăр тумтир нихçан та ирĕк тумтир пек ăшă пулмасть. Н. Кармалы. Санăн икелӳсене ирĕк çĕре ӳкерес пулать.

ирĕк пул

быть освобожденным. П. Макк. Х. Вĕсем пурте куланайран, хырăç-марăçран ирĕк пулччăр.

ирĕксерле

применять насилие. Хып. 1906, 33. Вĕсем ирĕксĕрлесе кĕрсе каясшăн пулнă. Жит. свят. Янв. Патша вара Афанасие ирĕксĕрлемен. Б. Араб. Эпĕ тасатнăшăн (за очищение порчи) ирĕксĕрлесе укçа илсе çӳреместĕп. Сирах З8. Ирĕксĕрлесе илни пуянлăха пĕтерет.

ирт

(ирт', ирт, єрт), проходить; опережать, обгонять; превосходить. Завражн. Пĕр-пĕрин çомĕнчен тĕкĕшимасăрах чопса иртсе кайнă. (Ковлы) пробежали один мимо другого, а лбами не соткнулись. Янтик. Икĕ çын каçма çинче тĕл пулнă та, ниепле иртсе каяймаççĕ (не могут разойтись). Образцы. † Çак катари çурта эп тус турăм, иртнĕ-çӳренĕ чухне кĕмешкĕн. Орау. Эпĕ хам питĕ авăк çиллĕ те, час иртет ман (вспыльчив, да отходчив) Т. М. Матв. Иртнĕ кунăн çутти çук. (Старая Хлеб-соль забывается). БАБ. Çĕнĕ çул иртни миçе эрне-ши ĕнтĕ? теççĕ; М. Сунчел. Çапла тусан та, мур иртсе каймарĕ. Орау. Иртсен, эрне иртĕ. Самое большее пройдĕт одна неделя. N. Нумай калаçакан çыннăн чăлхи-çăварĕ хăйне кирлинчен иртсе калаçать. Кратк. расск. 24. Выçлăх иртесси тата пилĕк çул-халĕ. N. Ялсем çумĕнчен ирте-ирте пынă чухне, при проезде мимо деревень. N. Ахаль те иртсе каятьчĕ полĕ-и. N. Çирĕм çултан иртнисем, те, кто старше двадцати лет. Рукоп. Календ. 1908. Ĕлкĕрсе иртмен улма (в Якейкиной скажут: полса иртмен паломми), яблоки в самую пору. † Çуна лайăх, тиейса, çынтан иртсе чупас мар, çуна тупанне пĕтерес мар. Чув. песни, З. Питрен шерпет типминччĕ, пиртен вăя иртминччĕ. Питрен шерпет типет-çке, пиртен вăйă иртет-çке (= мы уже выходим из того возраста, когда людям прилично участвовать в играх). Альш. Утил иртсен = когда отошли от Удела; когда перестали быть удельными крестьянами. Альш. † Питрен шерпет типминччĕ, пиртен вăя иртминччĕ. Б. Сунчел. Вунă çухрăм каясси кунта иртнĕ пирĕн. Мы здесь провели столько времени, во сколько могли бы проехать десять верст. Богдаш. Урамăрпа иртсе сар хĕр пырать, çитсе, сăмах хушса пулмарĕ. Ст. Шайм. Иртеех те пырать çамрăк ĕмĕр, ылттăн-кĕмĕл парса чарăнмасть. Хып. 1906, 16. Çапла вĕсем, Шупашкартан тухсан, пĕр çич-сакăр çухрăм иртсе килнĕ (проехали по направлению сюда). М. В. Шевле. Иртсе кайсан, ним тума та çук. Что с возу упало, то пропало. Прошлого не воротишь. СТИК. Çулталăка пĕр вăя иртеймессĕн сунатрам? Вам кажется, что (нашим) играм, которые бывают только раз в год, не будет конца? Сред. Юм. Кăш те-пôлса ыттисенчен питрех вырса кайсан: иртсе вырать, теççĕ. Н. Шинк. Т. Сантан иртекенни нимĕн те çук, (Молитва к «Турă»). N. Турă çырнинчен иртсе пулмарĕ. Не пришлось уйти от судьбы. Ой-к. Лаша хӳхĕм, тесе, çынтан иртсе чопас мар. Юрк. Вĕсем турă хушнинчен пĕрте иртмен (всегда исполняли). Собран. Турăран иртсе ним те тума çук, теççĕ. (Послов.). Пшкрт. єртсä к̚ аjны̆ с’ын, избалованный, испорченный человек. Хып. 1906, З1-ЗЗ. Мĕшĕн капла пĕчĕклех çын патне паратăн (отдаешь в услужение)? тетĕп. — Ах, ырă çыннăм, эсĕ апла калатăн, пирĕншĕн пыр иртни те тем пырать-çке. Трехбалт. Пирĕн çамрăк ĕмĕр иртсе килет (идет к концу), ылттăн-кĕмĕл парса чарнас çук. N. Халĕ ĕнтĕ çук, иртсе карĕ. Теперь уже этого не воротишь. Качал. Лайăх лаша, тийиса, çынтан иртсе чупас мар, çын кăмăлне хуçас мар. Юрк. Ăçта çитнĕ, унта, турă ятне мухтаса, вăл çырнă ĕçсенчен çынсене иртме хушман (не велели). Якей. Пĕр-пĕр çын ĕçсе ним пĕлми полсан, он çинчен: кон иртсе кайнă, теççĕ (т.-е. перешло через меру; хватил лишнего). N. Ун сăмахĕнчен ан иртĕр. Шурăм-п. Пирĕн Шупашкар уясре (чит.: уясĕнче) виçĕ ятпа пĕр анаран кĕлт-çеç иртет (чуточку больше десятины). Серг. Рад. Пайтахчен çак монастырте (чит.: мăнастирте) вуник çынран ытла иртмен (было не более двенадцати человек). Собран. Турăран иртсе ним те тума çук, теççĕ. Орау. Çын хăйĕнчен иртеймеçт иккен! Оказывается, человек не может превзойти самого себя. Ч. С. При калать, тет: манăн лаша иртет, тепри: ман лаша санĕнчен иртет, тесе калать, тет. Янгильд. Козм. Манăн йолташ Петĕр иртес — иртиман, анчах орийĕ çона топан айне полнă та, таптаса кайнă орине утне (?) сăтăрса йолнă. Шарбаш. Тăват тенкĕрен (те) иртрĕ. Обошлось дороже четырех рублей. || Обходиться (улаживаться). Якей. Пăрлă шура шăва кĕни ахалех те иртмерĕ. Купанье в ледяной воде (в воде со льдом) даром не прошло. Бес. чув. 10. Тен виç тенкĕпе те иртсе кайĕ. Бес. на м. г. Тата çынсем хушшинче нумайĕшĕ мĕне те пулин, турă ирĕкĕнчен иртсе, хапсăнакан та, пур. || «Избаловаться». Шорк. Иртсе кайнă. Избаловался. Пшкрт. Ку çын ытларак (ытларак) иртсе (єртсä) кайнă (слишком «избаловался», т.-е. опустился нравственно). Якей. Эс уш (здесь «ш» не озвончается) итла иртсе карăн, тепри сантан теминçе хут япăх (хуже) порнать полсан та, ним те шарламаçть. И. Патт. 25. Унăн айĕпе (под нею) уй-хирсем, çарансем, шыв-шурсем, тавайккисем ирте-ирте юлнă (мелькали одно за другим).

иртĕх

(ирд’э̆х'), становиться избалованным. Орау. Çăккăрпа ан выльăр! çăккăрпа ан выльăр! Пĕр-ик кун выçă усрамалла сире, ытла иртĕхнĕ! (говорят ребятам). КС. Лашана пĕрмай лайăх апат парсассăн, иртĕхет (перестает есть обыкновенную пищу, избаловывается). IЬ. Ачисем пит иртĕхнĕ (избалованы, набалованы). Хĕвел 1. Эпир çак хĕр-арăмсем пекех пулмăпăр; вĕсем ытлашши те иртĕхеççĕ. КС. Эхи-и, ачам, лашу иртĕхсе кайнăç! Э, брат, лошадь-то у меня (говорит о своей лошади, хотя афф. притяжательный относится ко 2-му лицу) с жиру бесится! (Напр., у нее хороший корм, а она «балует»: не ест, раскидывает мордой корм, или ест сухую солому и пр. Сирах hVII. Ытлашши çию чире ларать, иртĕхсе çие-çие тăм-хаяр (в рукописи: тум-хаяр) чир те тупăн. Иртĕхсе çинĕ пирки нумайĕшĕ вилĕм тупнă, пырне чаракан кун-çулне малалла тăсать. Абаш. Иртĕхсе кайнă. 1. Расшалался. 2. Стал жить роскошно.

ирттер

понуд. гл. от ирт. В верх. говорах скажут: иртер (с одним «т»). Н. Шинк. Çавăнта вара вĕсем кама курнă, ăна хĕрхенсе сапмасăр ирттермеççĕ (не пропускают). Ал. Цв. Çапла вĕсем, çурăм-пуç çутăлса киличчен, çывăрмасăрах ирттернĕ (не спали). Сирах. Аслă çынсем, тӳресем, пуçлăхсем пит чаплă, турăран хăракан вĕсенчен те ирттерет (превосходит). Сказки и пред. чув. 16. Пĕр-пĕринчен чĕлхеçĕсен ирттереççĕ чĕлхисем. Быт. ХLVIII, 22. Сана эпĕ, хăвăн тăванусенчен ирттерсе, пĕр пай çĕр паратăп. А я даю тебе, преимущественно перед братьями твоими, один участок. Симп. II, б. Эпир ĕçнĕ вырăнне турă ирттере патăр-и! Хып. 1906, 4З. Пирĕн çынна улпутсем çемçе сăмахĕпех япатса ирттереççĕ. Хып. 1906, З6. Ку сăмах тĕрĕс, тĕрĕсне калать старик. Пире ялан пуçран шăлса ирттересшĕн. Ĕçне нихăçан та курмастпăр. Хып. 1906, 29. Вĕрентекенсем «чахотка» тиекен чире таса мар, тăн пăсăк пуртре кун ирттернĕлĕхпе каяççĕ. Ст. Письмерь, Ставр. Малтан каçхи кĕлле ирттереççĕ (совершают), унтан вара ирхи кĕлĕ пуçланать (на Пасхе). Вăйран ирттерсе ĕçлеттерет. Заставляет работать сверх сил, ССО. Декий вилнĕ, ун хыçĕнчен тата темиçе патша вилнĕ. Пурте вĕсем суя тĕнлĕ çынсем пулнă; Христос тĕнĕпе пурăнакан çынсене юратман, вĕсене темĕн тĕрлĕ асап кăтартнă. Константин Великий те патшара ларса ирттернĕ (закончил свое царствование). Çав Константин Великийрен пуçласа патшасем Христос тĕнне тыта пуçланă. Юрк. Мун-кун иртнĕренпе ку кунччен эпĕ сан тĕлĕнтен темĕн те пĕр шухăшласа ирттертĕм. † Кайрăм, килтĕм, хăна пултăм, малтан килнисенчен ирттертĕм. N. Ашшĕ, уртмакçа кучченеç парса (сумккана хума), калать: кая ан илсе кил, ирттерсе илсе кил, тет (принеси не меньше, а больше, чем мы даем). Изамб. Т. Хĕрпе кĕрӳ кӳртнĕ чухне хăш енчи ирттерчĕ? (чья взяла зерх?). Изамб. Т. Вырăсăн ĕне пĕрре анчах пулать та, ул та чăвашăн пилĕк-улт ĕнинчен ирттерет. N. Çавсене (камни) тăпăлтарса кăтарса, ывăтса, ман патшалăх чиккинчен ирттерсе ярсан еtс. (если перекинешь далыпе границы моего государства). С. Тим. † Ăрамăрсем вăрăм, юр тарăн, — епле ирттерем-ши çунана? По толкованию А. С. Курушина, çуна ирттерес = çул çинче ху умăнта пыракантан, чуптарса, мала тухас. Б. Бур. † Вуниккĕн çăпата эпĕ сыртăм, пушмак-чăлхасенчен ирттертĕм (мои лапти вышли лучше башмаков с чулками). Альш. Вуниккĕнле çăпата эпĕ сыртăм — пушмак-чăлхаран ирттертĕм. Орау. Лашана, килĕшнĕскерне, илимарăмăр. Пĕр тутар мурĕ икĕ тенкĕ ирттерсе пачĕ те, исе карĕ лашана (набавил 2 целковых и купил). Пазух. † Кайранах та килнĕ хăнасемех малтан килнисенчен ирттерет. Юрк. Вырăс çынни унта та каллех, пĕр-икĕ пуç ĕне усраса, чăвашсенчен ирттерет. || Преувеличивать. Хып., 1906, 12. Акă ĕнтĕ пĕртте ирттерсе каламастăп— витене (словно попал в хлев) кĕнĕ пекех туянчĕ. Сред. Юм. Ирттерсе яран (или): ай-ай, сăмахха пит ирттерен эсĕ! || Спускать (т.-е. прощать). Т. М. Матв. Каçхи хырăм каçарать, ирхи хырăм ирттермест. || Жить; вести себя. П. П. Т. Ку Питĕркке чисти çаплах пит эретсĕр ирттернĕ, тет (жил распутно, беспорядочно). Ист. 158. Патша хăй ĕçе çыпçăнман, каяка çӳрекелесе, хăнана çӳрекелесе анчах ирттернĕ (проводил время). Ашшĕ-амĕшне. Вĕсем пит килĕшӳлĕ, пĕрне-пĕри юратса, пĕр-пĕрин çине пăхса-çеç ирттернĕ пек ирттернĕ. || Справлять. С. Тим. Çапла вара хĕрт-сурт чӳкне ирттерсе яраççĕ. Юрк. Пухăннă вăсем пурте кун патне хăнана авланнăранпа аллă çул арлă-арăмлă пурăннине асăнса ирттерме. || Проводить кого на тот свет, т.-е. совершать поминальные или похоронные обряды по случаю его смерти. Ача çине чăхă анчах пусаççĕ е çăмарта кăна пĕçереççĕ. Ăна ирттерме ăратнисене пуçтармаççĕ, кил йышĕсем анчах хывса ирттереççĕ. IЬ. Ачана ирттернĕ чух, стена çумне икĕ çурта лартаççĕ. IЬ Ачана (по ребенке) пумилкке те тумаççĕ, виççĕмĕш кун ăна пĕтĕмпех ирттерсе яраççĕ (заканчивают все похоронные церемонии). || Вставить слово?

Ихваня

(Ихван'а), имя человека, у которого был в гостях Пугачев. Шарбаш. Ĕлĕк пирĕн ялта пĕр Ихваня ятлă пуян чăваш пурăннă. Пăкача килсен, ялти çынсем пурте вуслăха тарнă (варман анкарт-тулăнче; хатĕ çук). Пĕр Ихваня анчах, ял хушшине юлса, хунь кĕлечĕсенчи сĕлĕсене кил-хушшинчи пур вăлашкасене тăкса, Пăкачана кĕтсе тăнă. Пăкача пур пуçлăхĕсемпе Ихваня патне кĕнĕ. Вĕсем учĕсенĕн... чăваш арăмĕсен хушпусене çакнă. Çав хушпусене пурне те вăл Ихванья лайăх пăхнăшăн панă. Ихванья вара ĕлĕкхинчен ытла пуйса юлнă. Пăкача чăвашсене тивмен. Пăкача чăвашсене пачăшкăсене вĕлерме ирĕк панă. Янкă пачăшки Çемере пĕр çынпа туслă пурăннă, тет. Чăвашсенчен тарса, вăл тусĕ патне пычĕ, тет те: пытар, тесе, тархасла пуçларĕ, тет. Лешĕ: пачăшкă тус! ют çын вĕлериччен, хамăнах вĕлерес пулĕ, терĕ, тет те, пачăшка пуртăпа начăклаттарчĕ, тет (= рубнул топором). Шурча пачăшкине явăç тăрне çакнă. IЬ. Ихваня ăратти (ы̆раττиы): Ихваня, Сахал (?), Чолмаса, Охать (или: Охаттi), Тимоххи Еххим, ыттисем те (,) Кĕркори, Кирула (Пĕчĕк Йăван Çимен куккăшĕ).

Осĕм

(озэ̆м), они. Тюрл. См. вĕсем.

уй-çӳк

(уjζ’ӳк). полевое моление, устраиваемое на правднестве «Çинçе» или «уяв». N. Уй чӳк тунă çĕре те каяттăмăр. N. Вĕсем уй чӳк юманĕ патне пуçтарăнсан, пашалусене пĕр çĕре утă купи пек купалаççĕ, чашăккисене пĕр-икĕ ана сарлакăш пулĕ, икĕ ерет лартса каяççĕ. N. «Уй чӳк — жертва перед полевыми работами». Янш.-Норв. Пирĕн ялсем кашни çулах уй чӳк тăваççĕ: çав уй чӳкне вĕсем кирек хăçанах çимĕк иртсен икĕ эрнерен таваççĕ. || Назв. урочища. Ст. Ганьк. «Пирĕн ялта тĕне кĕмен чăвашсем унта халĕ те чӳк тăваççĕ».

уя

, оя, соблюдать, почитать, беречь. N. Хайхи пуяннийĕн уямалли кун çитет, чухăн тăракан тăванĕ кун патне хăнана, килет. Аттик. Пуринчен ытла вĕсем çураçма тенине, пĕтĕм ĕçе пăрахса, ялпа уяççĕ. Альш. Чăваш пит праçник таврашĕ нумаях уясах тăмас. N. Пирĕн чăвашсем Мункун праçниккине Асап ернинче юг кунах уяма (праздновать) пуçлаççĕ. N. Паян эпĕр уятпăр. Мы сегодня празднуем, не работаем. N. Уяв тесе калакан праçнике уяма тытăнаççĕ. Чисосл. Иоана Богослов апостол вилниие асăнса уяни. N. Çакссм малтанхи чĕрĕлнĕ куна уянă. Сред. Юм. Уяса-туса тăмас ô. (не жалеет). Орау. Хăне хăп уямасăр çӳрет. Не бережет себя. Орау. Япалана уямасăр тыткаламастăи-çке эсĕ. Орау. Хăна ху уяса çӳретĕн. Псалт. 75, 11. Çавăнпа этемсем сана шухăшĕсенче те аслăлĕç, сана пур шухăшĕсемпе те упĕç. СВТ. Шатра чирĕ пĕрре яла пырса кĕрсен, пурне те тĕрĕслесе тухать, ваттине-вĕттине уямасть. П. П. Т. Пуçне хăпартса пăхакана пĕртте уямас, хулăна чаш тутарат. (Сĕрен). Дух. паст. Пĕр уямасăр ятла вĕсене. N. Эсĕ япалана уямасăр тыткалатăн (обращаешься без осторожности). № 37. Ист. 52. Стариксемпе хĕр-арăмсене те уяса тăман (не разбирали), вĕсене те вĕлернĕ. Орау. Хăна ху уйăрăх çӳре. Будь осторожнее в отношении простуды и чистоты. Шибач. Уямасăр тыткалать: чашкă тытать, ӳкерет, çĕмĕрсе пăрахать. Тюрл. Уяса пĕртте тыткаламастăн эс.

уйăхепе

ойăхĕпе, в течение целого месяца. Н. И. П. Уйăхĕпе выртрĕ. Пролежал месяц. ld. Уйăхĕпех выртрĕ. Пролежал целый м. ld. Вĕсем пирĕн ятра уйăхĕпе пурăнчĕç. К.-Кушки. Уйăхĕпе çумăр çурĕ.

уймăлă

(уjмы̆лы̆), то же, что оймăл. diversus, diversitas. Ст. Чек. Уймăлă çук нимĕн те. Нет никакого расхождения. N. Ку сăмахсенче уймăлă çук нимĕн те (напр., между однозначущими словами). Якейк. Икĕ çын икĕ çĕртен хире-хирĕç тохсан, çол çинче пĕрне-пĕри тĕл полмасан: уймăлă полтăмăр (разошлись), теççе (т. е. пошли разными дорогами и потому не встретились). Ст. Чек. Уймалă пулас марччĕ! Как бы нам не разойтись (как бы нам встретиться). . Эпир унпа уймăлă пултăмăр. Трхблт. Вĕсем уймăлă пулнă. Разошлись в дороге.

уйрăм-уççи

нечто определенное; толк, смысл (речи). Определенный ответ. См. уйрам-уçă. Орау. Уйрăм-уççине каламарĕ. Определенного не сказал. К.С. Ун уйрăм-уççи çук. У него определенного (ничего) нет. СТИК. Уйрăм-уççине пĕрте пĕлеймерĕм, темĕскер лăпăртатса ларчĕ (ничего нельзя было понять). Истор. Вĕсем тепĕр кун ирхине уйрам-уççине каласа пама пулнă.

укçа

окçа, деньгн. N. Эп те сан пекех кăçал хам укçапа сĕт илнĕ (покупал). Регул. 1091. Эп окçашăн ĕçлетĕп. IЬ. 1326. Ман окçампа ослам тăвать. Хава окçишăн пит макăрчĕ. IЬ. 1540. Эп хам окçа çинчен (на свои деньги) илтĕм. Чăвйп. 26. Хăй тыррине çимен, сутса, укçа туса тăнă. Ч. С. Ку хура укçасене ăçтан тупрăн тата ачам? терĕ. (О деньгах киремети). N. Хай пурлăхне сутса, укçа туса (выручив д.). N. Укçа чул кастарать. (Послов.). Н. Шинкус. Тет. Сирĕн кил-çурта пĕтĕмпех пасса пĕтернĕ, ют турă укçисем пăрахса тултарнă... Нюш-к. Халь у (эти) укçасене шуйттан аллинче, теççĕ. К. С. Пĕр çĕр теннĕк ытларах укçа тытма шутларăм выльăхсенчен. Изамб. Т. Епле, укçа (страховые деньги) тухмалла-и? Мĕн чухлĕ-ши? Собр. 353. Ылттăнтан укçа çаптартăмăр (велели начеканить). † Ала, 58. Хамăр ялсен хĕрĕсем укçа çинче палăрмасть (все в доньгах). Альш. Авалхи кайман укçа, старинная монета (или деньги), которая(-ые) уже вышла(-ли) из обращения. Козм. Ĕлĕххи çынсем: укçа пытарсан, вилсен, укçа çуттине пурăнатнăр, теççĕ, тет. Регули 1521. Лаша лайăх, çамрăк вăл, окçа тăрать. Регули, 1081. Эп он окçи çинчен (за его счет) илтĕм. IЬ. 1101. Окçам çок, утăм лайăхчĕ. Янтик. Сан укçа пур-и? Пар-ха мана пĕр-икĕ пус (спрашивает тогда, когда спрашиваюшему самому нужны деньги). Сан укçу пур-и? Укçу пулсан, кай! Говорят, когда человек хочет ехать куда-ннбудь, и хотят удостовериться, есть ли у него деньги. IЬ. 1268. Эй окçан (деньгами) памăп сана, таварăн (таварпа) парăн. IЬ. 1324. Вăл ман окçама (окçамăран) илчĕ. N. Укçаран пурăнап-халь, аптрамасп. Деньги у меня пока есть, ничего, проживу. N. Эсĕ çак укçапа (на ати деньги) юсма (лестницу) тугарса кил. Етрухин, Цив. Авалхи çынсем укçа пăрахни. Авалхи çынсем епле каска пуканне пуççаннă. Çакă пуççапу пирĕн ялтах пулнă, Кивĕ Енккассинче, Çутри касра. Çутра пĕр карчăкпа ватă упăшки пулнă, усен ача-пăча пулман. Çавсем килĕнче кĕлĕ теекен тӳркĕлли пулнă, çавсен каски пуканĕ ăшĕ хăвăл пулнă, çӳлĕш пĕр аршăна яхăн. Çакă пукан ĕлĕкхи ĕмĕрхи, пĕр 2 çĕр çула яхăнхи пулнă, вара ялта кам шыçă чирĕпе, кăшне асат хуçнă, е урисем тукмак пек шыçсан, вара усен юмăçи çанта тӳркĕллине пуççапма, парне кӳме, каски пуканĕ ăшне укçа яма хуша-хуша янă, тӳр кĕлли парни пăкани тунă, уна питĕ лайăх тумлантарса, вĕтĕ кĕмĕл тенкĕсем, нухратсем çакнă. Çапла вара, çакă каска пуканне пуççапма кайсан, пăканнне каска пуканĕ çумне тăратнă, ăшне укçа янă. Çакă парнесене кӳни ĕлĕкхи чăвашсен килĕнчи чирленĕ çын чунне вилес вырăнне пулнă; вăл акă епле пĕлтернĕ: чăвашсен е пĕри-пĕри чирлесен, шыçă е асат хуçа пуçласан, вара вĕсем каланă: ĕнтĕ тӳркĕлли килсе кĕчĕ; пĕр киле кĕрсен, пĕтерĕ ĕнтĕ вăл, вĕлермес çине килсе кĕрекен мар вăл. Часрах, çак чуна асанлантарнине курсан, чун вырăнне пăкани туса, кайса, лартнă, укçине каска пуканне янă. Ĕлĕк, çын вилсен, виллс укçа паннине пĕлтернĕ. Çапла тӳркĕлли ыйтнă чун вырăнне пăкани чирленĕ ячĕпе лартнă. Çынни çапах та черлеймен, çакă чирсемпех асапланса вилнĕ, вара кил-йышсем каланă: эй мăрăнтан (чит: мăнтарăн) тӳрĕ кĕллийĕ, пирĕн парнене хапăл илмерĕ, çын чунех кирлă пулчĕ пуль! тесе шухăшланă. Çапла тӳркĕлли ял хушшинче питĕ пысăк пăхăнтару пулнă, теччĕç ваттисем. Сред. Юм. Укçан хулхине касман. Укçан хулхине касман, тесе, укçана, çĕтсен те, шыраса тупас çук, тесе калассине калаççĕ. N. Ĕлĕххи çынсем: укçа пытарсан, вилсен, укçа çуттипе пурăнатпăр, теççĕ, тет. Орау. Кăсяри укçа кăшкăрать вĕт вăл. Пирĕн кăсяра укçа тăрналла кăшкăрать вĕт вăл. Кăсйинчи укçа чикет пуль (т. е. когда заведутся деньжонки, то так и подмывает их истратить). Собр. 85. Чӳл-Хулара укçа салатакан усал пур, тет (чорт, раздающий деньги).

улахăн

(улаhы̆п, олаhы̆н), наедине. Стар. Яха-к. Ядр. Вĕсем, хăйсен юлташĕсемпе пухăнса, улахăн сăра ĕçкелесе, юрласа, кĕсле каласа, ташлакаласан урама, тухса, гулять туса çӳрекелеççĕ. || Втайне. N. Опăшкинчеи вăрттăн орăх çынпа порăнсан: олахăн порăнать, теççĕ, е арăмĕнчен вăрттăн орăх арăмпа порансан: олахăн порăнать, теççĕ.

уличе

(ул'иџ̌э), околица (ворота). К. С. || Уличе — село «Алешкино», Сент. у. Алешкино ят унăн ак мĕнрен тухнă. Ваттисем сăмахĕпе, çак хальхи Уличе вырăнĕнче ĕлĕк сĕм вăрман пулнă. Унта пĕр улпут пурăннă. Çав таврари çĕрсем, вăрмансем, тата хура халăх ялĕсем те çав улпутăнах пулнă. Вăл Алешка ятлă пулнă. Унтан инçе мар тата тепĕр, усал-ĕскер, улпут пурăннă. Унăн каллах куннĕ пек хура халăх пулнă. Вăл хура халăха пит усал тыткаланă, вĕтнĕ (хĕнĕнĕ). Çавăнпа хура халăх, ун патĕнчен тарса, Алешка улпут патне пынă. Вĕсем унта, вăрмана касса, ял тунă. Çав улпут ячĕпе вара вăл яла вырăсла «Алешкино» тенĕ.

улăх

олăх, подниматься. См. ух. Юрк. Улăхса ларса, чуптарса пăх-ха. Ч. С. Вара якур вут сӳнтерме кĕлет тăррине улăхса кайнă. N. Улăх йывăç тăррине. Шурăм-пуç. № 18. Вĕсем малтан, хĕле кĕрсен, Кĕнере улăхса пурăнатьчĕç. Шел. 85. Атăл леш енче сарлака улăх симĕс пустав пек курăнса выртать.

улăшу

мена, перемена; ошибка. См. олшу. СПВВ. Х. Улăшу пулнă çул, ошибочная дорога. N. Çĕр ĕçлесе пурăнакан çынсен пăртак улăшу пулсан, вĕсем пит хыт айăпласа асаплантараççĕ.

улпут

(улбут, олбут, олбош, Пшкрт олβут), помещнк, барин. Сред. Юм. Õлпôт — помещики и заведующие больших заведений. Сред. Юм. Õлпôт пик пурнать. Живет роскошно, по-барски. Альш. Хăнасене пăтă умĕн: апат умĕн начар улпут та пĕр курка ĕçет, тет, текелесе, хайласа, эрех ĕçтереççĕ. Регули 919. Олпутăнне исе кил. Б. Араб. Б. Пилĕк тутар улпучĕ, пятеро татарских господ. Микуш. † Аслă çулпа килет аслă улпут. Ст. Айб. † Пирĕн пек çамрăк та, ай, ачасем — шур хутпала улпут та, ай, хур тунă. (Солд. песня). Альш. Ĕлĕк улпут çыинисем пулнă вĕсем. Кайран, улпутран тухсан, вĕсене темĕншĕн çĕр питĕ сахал панă. Янтик. Улпут та мар, пике те мар, тайăлмасăр кĕрес çук. (Авăна кĕни). Якейк. Хун улпуту килет поль; улпутсам çитеç полмала-ха (ача тума вăхăт çитнине калаççĕ). Пшкрт. Когда родится ребенок, то посторонние спрашивают: сєрэ̆н олβут кизä-и-мэ̆н? Отвечают: олβут пор. Чураль-к. Улпут йыттин 4 хăлха. (Хĕр-арăм йĕм кантри). || Улпут — действующее лицо во время обряда «чӳклеме». || Прозвище. Улпут унтри. Чиганар.

улталан

обмануться, ошибиться. Часослов. Вăл улталанма çук çулпа хăйĕн çӳлти чиркӳне ертсе пырса, мухтавă тухнă святойсемпе пĕрле ĕмĕр ырă курса пурăнмаллп патшалăхне кӳрттĕр. N. Çапла вĕсем нумайччен улталанса пурăннă. || «Согрешить» (о женщине). Альш. Пĕрре çавăнпа, вăрмана кайсан, улталантăм çав. Хама хам улталантăм çав унпа.

улттăн

олттăн (род. пад. от улттă, олттă). || Вшестером. Вĕсем улттăн килчĕç. Они пришли вшестером.

унта

онта, там. Чаду-к. Кайсан-кайсан, уй варĕнче Иван пĕр явăç курнă; вăл, унта хăпарса кайса, пăхса ларнă. N. Унта ура йĕрсем, унта сыснасем чавнă, унта курăк тымарĕсем. Юрк. Пĕр çуртине авă çав тураш умне ларт — çуртипе тăсса кăтартать; тепĕрке авă çавăн умне пырса ларт, виççĕмĕшне ава унта ларт, тет. Ыттисем умне те çапла çутса лартма кăтартсан, чи юлашкине, пĕр çуртине, Иван Ивановича парăн, тет. Регули 1336. Эп онтах лартрăм ĕлĕххи вырăна. || Тогда, в то время. Хыпар, № 36, 1906. Яланах халăх пуяссине кĕтсе тăратпăр; яланах, çапла халăхăн пĕрер пусăн пухăннă укçине ĕçе-ĕçе пырсан, халăх пуян пулĕ унта! Пуян çĕртен те çука юлĕ! ld. № 8. Тырă ĕçлесе тунни парăм тӳлеме çитмĕ. Унта тинех (вот тогда-то) пăрах та кай çĕрӳ çинчен. Дик. Леб. Кам ĕненĕчĕ вĕсене унта? || Все-таки. Юрк. Вĕсем исмаса вăл хутне яраччен (пăртакçĕ) укçа янă пулсан, унта та пăртакçĕ ырă пулĕччĕ. || В том случае. IЬ. (Чӳк çимĕçĕсене) кам та пулсан ăнсăртран çисе пăхсан, унта та чӳк тунни килĕшмес. || Безразлично. Орау. Кипке тăхăнасчĕ. Пар-ха, арăм, пĕр-иĕр кĕпе, кивви-и, çĕнни-и унта, — юрĕ. || Хотя бы, например. Изамб. Т. Çын вилчĕ — вĕсене укçа, ача çуралчĕ — укçа, çын авланать-и унта-укçа. || Иногда ставится в отриц. предложениях в особом чувашизме. Хăвăн пулмасан, кам парать сана унта! Если у тебя самого нет, то кто же тебе даст!

унăкă

см. ункă. Букварь 1908. Вĕсем шыва кĕрсен, шыв вĕсен патĕнчен унăкă (опечатка?) пула-пула хумханса кайнă.

упален

ползать на четвереньках. Турх. Çӳретĕп хам упаленсе, аннем сăнне эп куратăп. Зап. ВНО. Пĕчик ача упаленсе çӳрет. IЬ. Твайкки çине упаленсе хупартăм. Ст. Шаймурз. Пĕчĕкçĕ те çырма, тарăн çырма, упа упаленет çуришĕн. Iга 520°. Вĕсем иккĕшĕ те, упалене-упалене, йĕп пуçтара пуçларĕç, тет. Истор. Салтаксем пăрланса ларнă тусем çине упалене-упалене хăпарнă. В. Араб. Б. Эпĕ вăл çырма урлă чух упаленсе каçатăп. Цив. Пĕчĕк ава упаленсе çӳрет.

упи

ласкательное назв. медведя в сказке. Альш. Чĕрнеккей упана калать: упи, упи, ан кай, сана вĕлерĕç вĕсем, тет. Сака 442. || Прозвище (хошамат). Кич-к. Цив. у.

упян

неизв. сл. СПВВ. Т. М. Тĕнчере пĕр пуян унянсем халĕ çук, вĕсем авалхи вăхăтра пулнă, тет. Описка?

ураса

(ураза), пост магометанский. N. Хăшĕ-хăшĕ вĕсенчен тутар пекех ураса тытаççĕ, мечет (= миçĕт) патне тутарсем кĕлтунине курма каяççĕ. Аттик. Вĕсем çураçмана тутарсем ураса уçасси пĕр эрне юлсан, кивĕ уйăхра эрне-çĕр тăваççĕ.

урăм-сурăм

, орăм-сорăм, состояние невменяемости. Шорк. Эпĕ ĕнер хытă ĕçнĕччĕ те, орăм-сорăмпа темскер тунă, астумастăп. || Неприятный человек. Сред. Юм. Урăм-сôрăм тесе кăмăла килмен кирлĕ мар çынна калаççĕ. . Ун пик урăм-сôрăмсем çӳреççĕ-çке осĕм! (напр., о незваных гостях). || Часто указывает на силу стихийного явления. Юрк. Сайра пĕре урăм-сурăм тăвăлсем те пулкаларĕç. IЬ. Сасартăк урăм-сурăм сивĕ тăман пулчĕ. IЬ. Вĕсем кайнă чухне темĕн тĕрлĕ урăм-сурăм тăман пулчĕ. || Бурно, бешено. Сказки и пред. чув. 33. Урăх тĕслĕ пурнăç мар, урăх майлă йĕрке мар: хĕвел ансан тапранать, лăпах çур-çĕрччен пырать. Виле çинчи хуйхă мар, çурла-çава сасси мар, ял варринче янтратать, урăм-сурăм çуй тăвать. IЬ. 74. Хăйĕн савнă хĕрĕшĕн урăм-сурăм туй пуçлать. || Для усиления. СПВВ. Х. «Урăм-сурăм — тоже для усиления» Срв. акăш-макăш. Юрк. Урăм-сурăм чăнкă — весьма крутой. || Нечистый дух. Тюрл. Орăм-сорăм (с̚оры̆м)! мана таптаса вĕлерсе чут каяччĕ, тамаша, тет. || Эй, орăм-сорăм! (брань).

урлă

орлă (урлы̆, орлы̆), через, поперек; за, из-за. Юрк. Çулпа пынă чухне, çул çинче пĕр тарăн çырма урлă хывнă кĕпер урлă каçмалла пулать. Скот. леч. 26. Çăварне лайăхрах уçтарасшăн выльхăн чĕлхине кăларса, çăварне урлă патак хыптарма кирлĕ. Бурунд. † Пире çырнă çын ачи инçе те мар, ял урлă. Тайба. † Ама кăвакал пăр урлă, çаврăнасси кӳл урлă; пирĕн савни ял урлă, калаçасси çын урлă. N. Ву (оно) пирĕн ялтан çырма урлă. N. † Эп савнине çын савсан, чунăм епле чăтрĕ-ши? Чăтаймечĕ — çын урлă. Юрк. Вĕсем урлă. N. † Кукăр-макăр юмана касăр-прахăр çул урлă; леш. кассенен хĕрсене кларар-ярăр ял урлă. М. Чолл. Виçĕ патшалăх урлă, пĕр патшан хĕр пур. Т. VI, 65. Ашапатман карчăк килнĕ, Атăл урлă, тинĕс урлă, уй урлă, вăрман урлă. Вĕретĕп, суратăн, тух, куç! Коракыш. Атăл урлă юман касăп, турпасси кунта кисе ӳкĕ. (Салтак хут яни). Ст. Айб. Пирĕн савнă тусăмсем ял урлă, курса калаçасчĕ çын урлă. Ал. цв. 3. Тата эпĕ тинĕс урлă пурăнакан çынна пĕлетĕп, вăл мана çав куçкĕские тупса парĕ. IЬ. Тинĕссем урлă кӳнĕ хаклă йышши таварсем. Регули 1310. Шу орлă ишрĕ. Карта орлă сикрĕ. || Употребл. и в временном значенни. N. Пĕр каç урлă хурала (в караул) каяппăр (через вечер, т. е. раз в два вечера). N. Унтан вара тепĕр каç урлă е ик каç урлă хуçисем патне татах ик-виç пĕçерекен арăмсем пуçтарăнаççĕ, ĕçме-çиме хатĕрлеççĕ. N. Эрне урлă ярах тăр (письма). || Выражает посредство. Н. Карм. Ун урлă (с ним) Сире пит пысăк салам яратăп. || Сред. Юм. Пиччĕш орлă иртеймес-ха çав. Без позволения брата не может делать важного дела. || Поперек (наречие). Чуральк. Шур вăкăрăн тир урлă. (Хурăн). Хора-к. Çын япали орлă выртсан, тăрăх çавăр (= ху ан тив). Ст. Айб. Ахаль тăраччен, урлă выртакана илсе пăрах, теççĕ. (Посл.). Сред. Юм. Орлă выртана тăрăх та çавăрмас (ничего не делает). N. Орлă выртакана тăрăх çавăрса хор, тиççĕ. Янтик. Урлă выртана тăрăх исе хумастăн. (Так говорят про человека, который ничего не делает). Собр. Уйăх çути çап-çутă, урăрсене урлă ан пусăр. || Поперечный. Собр. Айван çыннăн пуртă, аври урлă, теççĕ. Абыз. Хĕрĕх юман айĕнче хĕр вăрласа тухрăмăр, урлă çăка айĕнче ура сырса тухрăмăр. (Мы обулись под липой, склонившейся поперек дороги.) Абыз. || Косой (о ноге косолапого). В. Олг. † Он та ори орлăрах. N. Эпир унпа урлă карăмăр (поссорились). N. Вĕсем урлă карĕç-ха паян.

ускăн

шатающийся, шляющийся без дела; шатун, шатуга. И. С. Степ. Ускăн. Бугульм. † Ускăн йыттăн усси çук; вĕрме тăрсан, вĕрни çук. N. † Лайăх хĕрсен ĕмĕрне ускăн каччă ирттерет. || «Человек, который ходит медленно». СПВВ. ТМ. Ĕçлемесĕр сĕтрĕнсе çӳрекен çынна ускăн теççĕ; хуллен çӳрскен çынна та ускăн тесе калаççĕ. || Лентяй. Сред. Юм. Õскăн — лентяй. Изамб. Т. Ускăн, мĕн тăсăлса çӳретĕн? Орау. Ускăн çып уяв кун чĕрĕлет. Куланайпа акцис çинчен. Вĕсем эрех нумай ĕçнипе хăйсем наянран (ускăнран) начар пурăнаççĕ, теççĕ. || Гов. о животных С.-Устье. Киле таврăнсан, упăшки арамн(е): ускăн тиха кирли, акар ятти кирли? тесе калать, тет (предлагает выбрать казнь).

уссăр

то же, что усăсăр (бесполезный). Хыпар, № 13.1906. Тăшман тесе, вĕсем аслă вырăнсенче ларакан уссăр тăракан бюрократсене калаççĕ. || Уссăр, слишком. Цив. Уссăр хаяр. Илебар. Пирĕн кинçи пуласси уссăр хаяр пулминччĕ. Цив. Пирĕн кинсем пуласси уссăр хаяр пулминччĕ.

уссăр пыр

дармоед. Сред. Юм. Уссăр пыр = харам пыр. Ĕçлемесĕр çиекен çынна калаççĕ. Хыпар № 43,1906. Вĕсем уссăр-пырсем, ĕçлемесĕр, тарăхмасăр тăранса пурăнаççĕ. IЬ. Ним ĕçлемесĕр уссăр пырла пурăнса, çын хăйне хăй пĕтерме-çеç пуçлать.

усал

осал, злой, нехороший, недобрый; жестокий. Сенчук. Тăрăшран вăрăм йывăç çук, качакаран усал выльăх çук. БАБ. Усал сăмах калаçнине илтсен. Юрк. Усал çил-тăвăллă тăман-(буран?) тухать. . Усал пуян кутăн çын пулать. Орау. Пирĕн атте, хиличчен тырă вырман пек, кăçал аллине касать те касать. Мĕн тырă вырса пĕтеричченех Муççи Яккуне тарăхса прттерчĕ. Тур курашшĕ, таçта васкаса тухнă, халăх каланиие итлемесĕр! Вăл аллине каснă, ку каснă, теççĕ ялта, çав ахаль-и вăл? усал этеммех пăхать çав: (т. е. все дело зависит от негодного человека): ĕçĕ те ăнмасть, аллисене те касах тăраççĕ, тет. Сред. Юм. Õсал терипех ôсал (т. е. пит осал). . Õсал сăмах чĕрене тивет. Неприятное слово за сердце берет. Сказки и пред. чув. 80. Лаши вĕçсе пырупа пичĕ-куçĕ пит усал. Якейк. Çав çын осалли Йăван (этот негодяй Иван) çынтан колма пĕлет те... (здесь эллип-сис?). IЬ. Отмăл-торат осалли ыр аная сая яч; хĕр осалли Мари пор, ыр ачая сая ят. Календ. 1907. Пирĕн патшалăх пĕтĕм расхотин чĕрĕкне çар тытма ярать. Германия та вăл усал ĕçе нумай тăкать. Ал. цв. 6. Ниçта та пĕр усал кайăк кăшкăрни те, çĕлен шăхăрни те, тамана сасси тç, кайăксем юрлани те илтенмĕст. Пазухин. Пирĕн пуçри усал хуйхă еррипеле пĕтĕ-ха. Сюгал-Яуш. Кайран вара тепĕр кукăра карăмăр та, усал луткăпах хамăр енне каçса карăмăр. N. Халăх ĕçне усал çын малтан тухсан, теллей пулмасть. Орау. Çын çинчен усал ят ярас тесен, вĕсем тем туса тем калаçĕç (готовы все сделать и сказать). Изамб. Т. Ул хăй усал пулнă, тет. Унăн арăмĕ йăваш юлнă, тет. N. Пирĕн икĕ автан пур-чĕ: пĕри йăваш, тепĕри пит усалччĕ. Изамб. Т. Аçу-аннӳ сана: усал пул, тесе каламаççĕ, епле те пулсан çын майлă тăвасшăн тăрăшаççĕ. N. † Шорă сăхман ăма осал? — сак çине хорса каснăран. Тимер. Пире усалтан ан асăнăр. Не поминайте нас лихом. Янтик. Арçын-ача усалне хĕри-пăраç мĕн тăвас? См. хăп. Сĕт-к. † Пике арăма тор пăхтăр, осал та полин; хĕр полтăр, пилĕк ан кĕпи тăхăнтăр. || Злое существо, злой человек, негодяй. С. Дув. Пусса кĕмĕл ярăн-и, кĕмĕлĕме сая ярăп-и? чăн усала кайăп-и, чунма сая ярăп-и? Тогаево. Чуптар, пачче, лашуна, анатра хĕрсем, усалсем, юрпа пере юçларĕç. Юрк. Çав усалĕ (чертовка, жена) хĕтĕртнипе упăшки тата пушшĕ çĕкленсе çӳрет, куран. В. Буян. Курăкран усал куршанкă, йывăçран усал кăпчанкă (усал = усал курăк или усал йывăç). || Зло, вред. Истор. Александр усала астуса тăракан çын пулман, Новгородран хăйне çилентерсе янă пулсан та, вĕсене хăтарма каллах кайнă. Эльбарус. Пире осал тума пыракан çын калла çавăрна-çавăрна пăхса таратччĕ. Учите детей. Çапла ачасене хамăрах усала вăрентетпĕр. Хыпар № 6, 1906. Çилентерес марччĕ, анчах усалăн ури саккăр, теççĕ, вăл чĕрре кĕме таçтан та тупĕ. Собр. Усал каламасан, ырă çук, теççĕ. (Посл.). || Чорт; нечистый дух, нечистая сила. IЬ. Çĕрле чӳрече витĕр пăхсассăн, усал ерет, теççĕ. Ст. Ганьк. Çынăн, усалпа чирлесен, шăмшак сурать. М. Васильев. № 3,56. Ват тимĕрçе пĕр осал лаççа тохма тăратать. Собр. Пĕтнĕ милкене тула прахсассăн, усал юлать, теççĕ. IЬ. Пĕр-пĕр хĕр ача туса вĕлерсен те, усал пулать, теççĕ. IЬ. Çав ачаран пулна усал çынна ерсе ирлеттерсе вĕлерет, теççĕ. . Çынна ернĕ усал çын патне пынă чух е çын, е йытă, е кушак, е пыркка пулса пырать, теççĕ. IЬ. Е вăрманта, е уйра çĕтсе çӳресен (если заблудишься), усал ертсе çӳрет, теççĕ. КАХ. Усал аллине ан пар (моленье). Не дай во власть злого духа? Ст. Чек. Усал турăран хăватлă. Пролей-Каша. Усал вăрăннă (= çыпçăннă), пристал нечистый (напр., если к женщине летает вотăш). N. Манăн çӳлти усала аяла илсе çапмаллăх вăй пур (говорит один силач). N. Килчĕ пирĕн патра усал вăрăннă япала! (словно сумасшедший, от действия злого духа). Якейк. Осал ерсен, çын пĕтĕмпех типсе, хăрса каять. Если пристанет чорт, то человек высыхает как щепка. Собр. Пĕр-пĕр çĕрте усал хăвалама тытăнсассăн, е утă, е кирек мĕн пăрахса хăварсассăн, усал çавăнпа ерсе юлать, теççĕ. Панклен. Тури осал, анатри осал, в сказке — назван. двух духов, встречавшихся друг с другом ка берегу Волги. N. Турпас тăкнă вар пуç пĕр çухрăмра. Çав вар пуçĕнче усая (шуйттан) пурăнать, теççĕ. Ст. Айб. Кукăр хурăн кутĕнче усал пăхĕ выртать. (Чĕлĕм). N. Тата çав çырмарах ĕлĕк пĕр çын вилнĕ те, халĕ унта час-часах çынсем усал кураççĕ. Это можно понять двояко: 1) видят чертей, 2) подвергаются несчастным случайностям. || Несчастие, беда, бедствие. Иногда олицетворяется. Хĕвел, № 1. Эпир-çеç хамăр тăван вĕрентекенсенчен уйăрăлнă, пирĕн хушăран-çеç усал тухса кайнă. N. Хăй ăшĕнче шухăшласа пырать, тет: упанăн усалĕ те пур иккен, ырри те пур, тесе калать, тет. Альш. † Пирĕн пуçри усала тур сиртĕр. Собр. Касас çавăнтан, касас çурлăнтан, турă, усалла сир. (Моленье). || Дрянь, мерзость. Юрк. Эх, ку усала мĕшĕн-кăна ĕçрĕм-ши? Якейк. Çав осалпа çан чохлĕ вăхăт ирттертĕм полать! Стоило (мне) тратить время на такую дрянь! Синерь. Çав хĕрсем çав хуралçа усал ереки ĕçтерчĕç, тет те, хуралçи, ĕсĕрлсе, йăванса юлчĕ, тет. Якейк. Çав осалшăн (я за иего) онта ма пырап-ка. IЬ. Онашкал осал çынна (дряни) нумай корса ен. || Невзгода, бедствие. Шурăм-п. 10. Çакăн пек усала (засуху) курса, чăвашсем ялсенче халăх пухма тытăнаççĕ. Альш. Пулнă уçал хуллен-хуллен (мало-по-малу) асран каять. КАЯ. Эпĕр ырă куримаспăр пулĕ ĕнтĕ, усал çине-усал пулса пырать (несчастье за несчастьем). Собр. Çăкăр кăмакана тăрăхла çурăлсан, усал юлать, теççĕ. (Поверье). || Озорной. Юрк. Усалтараххисем, кто поозорнее. || Чорт (бранное выражеиие). Коракыш. Ăна пичĕш курнă та: санăн, усалăн, кунта килмелле-и? тесе, тĕкее кăларса янă. Рак. Çак пуртре пĕр усал. (Шăпăр). || Бранное выраженпе, отн. к детям или животным (напр., к лошади). Орау. Усал! мĕн хăтланать вăл! пăх-ха амĕш! Что он делает, негодяй! посмотри-ка, мать! (говорит матери ребенка). . Усал! Вунă пăта туртса çитеримар, тата шăмарайĕнçи тăвать! Сволочь! Десяти пудов не свезла (не довезла), а еще злится! (прижимает уши, хочет укусить). . Усал! шăмарать тата! (напр., о кобыле: сволочь! еще укусить хочет! || Пурга. Пухтел. Уcал тухса каймасан. Если не случится пурги. || Хлам. Земледелец. Нимĕçсем вăрманти мĕн пур усала шăлса, хире тăкаççĕ. || Плохо (наречие). Ст. Айб. Ах, инкеçĕм, инкеçĕм! Эпир усал пурăнни ят сарăлчĕ аякка. (Хĕр йĕрри). Тимĕрçен. † Йăмăка усал тытсассăн, пĕлĕпĕр эпир евчине.

усраттар

понуд. ф. от усра. К.-Кушки. Вĕсем пире хур усраттармаççĕ. Они не позволяют нам держать гусей.

уç

оç, открывать, отворять; раскрывать. Ал. цв. 7. Тĕлĕнсе тăрсан-тăрсан, уçса хунă сарлака хапхаран пит аслă карташне кĕрет. О сохр. здор. Кĕпе вĕççĕнех уçса янă чӳрече умĕнче пăртак тăрсан та, нимĕн те пулмĕ. N. † Оничере тил выртать, Китай тотри витĕнсе; Киттай тотрине çил уçать, пирĕн çылăха торă каçарать. N. Ачасем ирех тăраççĕ те, каç пулачченех, шусем уçса, пĕчĕк армансем туса, выляса çӳрсççĕ. Орау. Эпĕ пынă чухне чӳречине уççа тăрачч вăл (открывая окно). Хыпар № 2, 1906. Вĕсем — хута вĕренсе тăн-пуçа уçни анчах çынна пурăнăç çулне уçса, пурăнăç йĕркине кăтартса парса, пурăнма çăмăллатнине пит хытă ăнланса илнĕ. Орау. Масар çинче, вăрăсем вилнĕ çынна пытарнă шăтăксе виçĕ шăтăка уçнă, тит. Воры раскопали три могилы. Н. Якушк. † Хăта хапхи вырăсла, сывлăшпа уçрăмăр, çавра çилпе хупрăмăр. (Свад. п.). М. Васильев. Порăкне усса калать. Лашман. Сăрлă арчан уççи кĕмĕл, уçмасăрах уçăлса тăраçке. Ай-хай, ах та миллай, хамăр савни, курмасăрах кулса тăраçке. Собр. 56°. Шыва уçса ямасăр, арман авăрмасть. (Послов.). N. † Тулса çитнĕ кӳллине уççа яма састуи çук. Тайба Т. Çӳлĕ тусем çннче çил арман, çилсем уçат вĕсен çунатне. Г. Т. Тимоф. Уçа-уçа пăхать. Перелистывает и просматривает (книгу). . Уçа-уçа пырать. Перелистывает. Сред. Юм. Лавкка усас, отпереть лавку. IЬ. Лавкка уçнă. Открыл ставку. Хыпар. 13. 1906. Земствон пуринчен йывăр ĕçĕ вăл, ялта халăх валли кĕнеке вуламалли çурт уçасси. || Поднимать новь. Изамб. Т. Анчах çĕр сахаллине çереме уççа пĕтереççĕ. Рак. Çерем уççа вир акрăм. Изамб. Т. Ку çаранта утă пит лайăхах пулмасть, çавăнпа ăна уçса тырă акас терĕçĕ. || Открываться (кому-нибудь), т. е. открывать свои тайные помыслы. Полтава 54. Çук, эс кала чун уçса (откровенно), калла-малла, ан калаç. IЬ. Чунне уçса калаçать. || Разрешать. Хыпар № 8, 1906. Сутра пур ĕçе те, присяжныйсемпе тĕплесе пĕлсе, тĕрĕс татса уçтăр. || Поставить на ноги (в материальном отношении). Сред. Юм. Эп уçрăм она, хампа пĕрле ертсе çӳресе. Благодаря мне он поправил свою жизнь. || Разъяснить. Орау. Ĕлĕк вăл лăкăр-лăкăр анчах калаçнă, тет, нихçан сăмахне уççа (ясно, понятно) калаçаймаçчĕ, тет. IЬ. Сăмахна чипер каласа, пире ĕçе уççа пар-ха эсĕ. Скажи определенно о деле, толком. || Вырубать (лес). Череп. || Расчищать. Изамб. Т. Малтан итем варрине уçаççĕ (для молотьбы). || Освежать. Сивĕ шыв уçса ярать. Холодная водя освежает. † Альш. Шухăшласа-тĕлĕнсе ларнă чухне, ман шухăшăмсене юрă уçрĕ. || Давать отраду легкость. Тайба. Т. † Пирĕнех те хуйхăлă чĕресене юрă юрласан уçать çавсене. Кĕвĕсем. Пусма кĕпе пит пусать, хăмаç кĕпе пит уçать; тантăш тана килмесен, ĕмĕр хуйхи пит пусать; тантăш тана килсессĕн, ĕмĕр хуйха пит уçать. || Просветить. Янш.-Норв. Эсир ăна илсен (девушку в замужество за сына) вăл сирĕн куçа уçса ямалла: епле унăн таврашĕсем чечен! хăçан вăл хĕрлĕ кепесĕр çӳрени пур? Расчесать. Сборн. Кăтра çӳçлĕ çынна йăс турасăр уçас çук теççĕ. (Пословица). || Раскрыть (т. е. сделать явным). Шурăм-п. № 4. Кам вăрланă пулсан та, Микула турă уçса пар; Ишеке кайсан, çурта лартăн. Киремет, эсĕ те пулин уçса пар. Сана юсман пăтти пĕçерсе, кĕпер айне кайса, лартăп. — Сложные с «уçă» см. уçă, оçă.

уçăл

открыться, раскрыться, раствориться (о двери и пр.). К.-Кушки. Хапха уçăлса кайнипе пĕтĕм выльăх карташĕнчен тухса кайнă. Регули 429. Алăк оçăлнă. Алăк оçах тăрать. N. Кĕнеки çирĕммĕшĕнче уçăлса тăрать. Книга открыта на 20 странице. Орау. Ăна аяларах антарса тунă пулсан, янках уçăлакан пулаччĕ. Если бы ее (форточку) сделали ниже, то она отворялась бы настежь. Альш. † Ут кĕрейми хура вăрман, эпир кĕрсен, уçăлать. Малалла шанчăк пур, çул уçăлчĕ. Теперь есть надежда на будущее — дорога открыта, || Стать откровенным, словоохотливым. Беседа чув. 15. Вăл кăшт кулкала та пуçларĕ, çимĕç пахчисем, вăрмансем епле ӳстермелли çинчен кала-кала пама тытанчĕ; унтан тата ытла та уçăлса кайрĕ. || Просвещаться, развиваться. Хыпар № 30, 1906. Унтан чăвашла кĕнеке туха пуçларĕ. Вара чăвашсем те уçăлнăçемĕн уçăлса пычĕç; халĕ ĕнтĕ, паçăр каланă пек, вырăсран та уйрăм мар. Ст. Айб. Ялан çӳресен, чĕлхе уçăлать, теççĕ. (Послов.). Альш. Хулана кайса, уçăлса килчĕ. IЬ. Вĕренме кайсан, нумай уçăлчĕ. То же в Сред. Юм. || Просвежиться, прогуляться, освежиться. Чаду-к. Пĕрре çав патша майри, тата виçĕ ывăлĕ сата уçăлса çӳреме тухнă. Ядр. Паян айтăр уçăлса çӳреме, ачасем! О заступ. Ачам, тăр та çак çынсемпе йывăç пахчине уçăлса çӳреме тух. Яныши. Пĕр йытă, оя уçăлма тухсан, пĕр кашкăра тĕл пулчĕ, тет. Ст. Чек. Кăшт, кайса, уçăлас-ха (то же, что тула каяс, desidere). Курм. Эсĕ шăва кĕр, кайса, луччĕ уçăлăн. Шибач. Ста каятăн, ачам? тет. — Мĕн, тет, мочи, ста каясси, тет, — тохрăм, тет, оçăлмалла, тет. Якейк. Кĕт, кайса, уçăлса килем. . Уçăлма тохрăм. IЬ. Кĕт тохса уçăлтăм (= просвежился). . Вăсам вăрмана уçăлса çӳреме карĕç. || Поправнться, оклематься. Скотолеч. 5. Хăш чухне лаша выртса кансанах уçăлать. IЬ. Iă. Сивĕ чиртен уçăлсан, лаша нумайччен ӳсĕрет. || Поправляться (в материльном смысле). Тюрл. Ачисем полăшаççĕ, уçла (= уçăла) пуçларĕ çын (поправляться). || Почувствовать отраду, обрадоваться. N. Иван сăмахĕсене илтсессĕн, Лисахвийĕн чунĕ пит уçăлса кайнă. Бюрганы. † Хуйхăрса та тилмĕрсе эпĕ лараттăм, манăн чунăм уçăлчĕ çак юрăпа. || Приводить к определенным результатам. НТЧ. Вара ывăлĕ-мĕн чирлĕ пулсан, амăшĕ-и, ашшĕ-и, пĕр вун-çичĕ пус укçă илет те: юмăç лайăх уçăлтăр, тесе, турра сăх-сăхса, юмăçа тухса каять. Анчах ун пек кун пек япала çинчен çынна каласа нама юрамас, тет: лешне, вĕрелнине, хĕн килет тет. Вĕрекене те аван мар, тет: ĕçĕ уçăлмас, тет. Хорачка. Халап оçăлмасăр епле каяс? Как ехать, раз переговоры еще не кончены? Ч. С. Аннемсем: чухăсем ларсан, юмăç уçăлмасть, теççĕ (гадание не дает результатов). || Понемногу расходиться (разминаться), взять ход. N. Хуллен кайсан, лаша уçăлнăçем уçăлса пырат; çула тухсанах, трук хăвалас пулмасть лашана — пӳлĕнет. Орау. Пĕр уçăлсан, каякан вăл ĕç. Лиха беда — начало (только бы начать, а там дело пойдет). КС. Ĕç уçăлмасть. Дело не идет вперед. || Открываться, становиться ясным, выясняться. СЧЧ. Ку хĕр юмăç çемесенчен пилĕк пуслăх укçа ыйтса илчĕ те, укçа çине пăхса, каларĕ: веç усăлать (уçăлать?), авă унта шыв курăнать, вăл шыв сирĕн акăра шыв тытнине пĕлтерет. Ку ача сирĕн, Сĕнче хĕрринче çӳренĕ чухне, шывран пит хăранă; сирĕн çав шыва мимĕр парас пулать, атту ачăр чĕрĕлеймĕ, терĕ. Б. Олг. Халь, ирлесе, хак оçăлман та, пĕлмелле мар-ха. Теперь, поутру, цена еще не выяснилась, и (ничего) нельзя узнать. || Снова стать чистою (о воде). Çанта, арман ненче, кôрăс хотнă та, кôнта çитиччеи уçăлать поль. || Выздороветь. Могонин. Вăл таçти аптека та çитнĕ, ăста çынсем патне те çитнĕ — ништа та уçăлиман (узы̆λиыман). || Получить способность функционировать. N. Чăвашсем, хăлхасăррисем, чан айне кĕрсе лараççĕ, унпа хăлха уçăлать, теççĕ. БАБ. Пĕр икĕ эрнерен тепĕр юмăç карчăка тӳрлеттертĕмĕр, тет [пригласили лечить, говорят мои родители] те, хай çичĕ çулччен çыхланса тăнă чĕлхем уçăлчĕ, тет. || Вскрыться. Мăн шывсем усăлсан, но вскрытии рек. || Освободиться от чего-либо. Ядр. Кайран, ыйхăран уçăлсан, тумланса, урана çине улăхса ларса, тырă вырма кайрăмăр. || Стать вольготным. N. Ваттисен ĕç пĕтрĕ (они уже пропели свое), çамрăккисен уçăлчĕ: вĕсем те, ваттисене кура, урăхла юрăсем кăшкăрса юрла пуçларĕç.

утлан

сесть верхом (на лошадь). Ч. И. Ут утланса тухрăр-и? Юрк. † Утланна утăм улма-чăпар, ури вырăнĕсене шыв юхать. Ч. Н. Кăвак ут утлантăм, хире карăм.. || Юрк. Лайăх хĕрсене ухланма хĕрлĕ питлĕ пĕремĕк кирлĕ. || Наседать. Юрк. Укçа тĕлĕшĕнчен вĕсем çине утланарах парăпăр, вĕсенĕн мăйĕсем хулан-халĕ. || N. Утлакнăнтĕ (ударен. на предисел. сл.) ку лаша! Ну, уж он теперь в восхищении! (так как его желание исполнилось). || De coitu animalium. Б. Олг. Ырă ухланать кĕсре çине. Такасам чопаччĕ; сорăхсам çине утланаччĕ.

ут-тум

лошади (вообще). Хурамал. Ут-тум сывă пулсан, çитес çĕре çитме пулĕ. Шел. II. 59. Вĕсем ларса çӳрекен ут-тумĕсем те çыннăн. Сунт. 1928, № 8,14. Ана çине çитсе, утне-тумне кӳлсен, шăрт касса, тĕрен хăпартма пулин те парăсăнччĕ. (Моленье). | Сбруя. Шел, 52. Çуртне-йĕрне ут тумне юсамалли, тумалли.

утăмла

отăмла (уды̆мла, оды̆мла), измерять шагами. Альш. Утăмла, измерять шагами. Сред. Юм. Õтăмласа пăх-ха, миçе ôтăм пôлать. || Шагать, вышагпвать, итти. Полтава. Вĕсем хыççăн çуран çар хватлă вăйпа утăмлать (пехота движется за нею).

уттар

оттар, заставлять итти шагом; понукать (лошадь); двигаться вперед; отправиться; ехать или итти шагом. СТИК. Атьăр уттарар-и, чуптарар-и («форма вопроса, но не означает вопроса, а только особая форма»). Изамб. Т. Вĕсем лашисене ялан уттараççĕ. Они все понукают лошадей. Хыпар № 19, 1907. Халăх укçине капла тыткалани хура, халăха ăçталла уттарни халăх пурăнăçĕнчен паллă. Ч. П. Епле уттарам-ши уттине? Актай. Çак йытă кĕтӳçе пĕртте уттармаç (не утруждает ходьбою), тет, хăех йытти выльăхсене пухса çӳрет, тет. Юрк. Чикан ураписем кĕпер урлă каççа кайсан, эпир те: кĕпер урлă каçар, тесе, хамăр лашана уттара пуçларăмăр. Жит. св. Январь. Унăн патĕнче чилай пурăнса, хăйне çул çине малалла каймалăх укçа тусан, унтан тухса, малалла уттарнă. Моштауш. Вĕсем мана корчĕç те, вăрманалла оттара поçларĕç; эпĕ те хыçран оттара поçларăм. Янорс. Эпир вара малалла уттарса карăмăр. Б. Яныши. Çомăр хамăр патарах çитсен, шолтрисам утсене тытрĕç те, килелле оттартăмăр. Изванк. Лашасене уттараччен (перед тем, как тронуться с места), ватăрах çынсем... N. Кĕреçи хуçăкне (изломанную лопату) илсе, килнелле уттара пачĕ, тет (отправился).

утар

отар (удар, одар), пасека, пчельник. Беседа чув. 15. Çунман пулсан, унăн халĕ ĕнтĕ, вăл шухăшланипе, пĕр утар пыл хурчĕ пулмаллаччĕ. Сред. Юм. Õтар, тесе, хôрт лартса осракан пĕчик вăрмана калаççĕ. Отартан пыл илсе тавăрннă чôхне, хирĕç пôлакансене пôрне те пыл параççĕ; хирĕç пôлакана пыл памасан, хорт ăнмас, теççĕ. Бугульм. † Тури урам касси утар пек, кассинчи ваттисем тутар пек. Хыпар № 28, 1906. Ку çырма çинче утар пулнă пулĕ, çавăнпа ăна «Хурт çырми» тесе каланă пулĕ, терĕм. СПВВ. ПМ. Утар — хурт пахчи. Ч. П. Пушăт çукки вăрманта, вăрман çукки утарта. || Хутор. Хурамал. Пĕр çын, çуртне хире куçарса, çавăнта пурăнсан, ăна: утарпа пурăнать, теççĕ. Ягудары. Отар — вырăн йышăннă тени пулать. || Табун. Начерт. 122. Утар — Отары, назв. дер. Тойсинской в. Ядр. у. (там прежде был пчельник; Хир-Пуçĕнчен куçнă вĕсем). || Отар — назв. дер. Чебокс. у.

учук

жертвоприношение, сопровождаемое общественным молением. Макка 235. Тата çăва тухсассăн, ака пĕтсен, учук тăваççĕ. Учук кунĕ вĕсен уяв пуçланать, учука вĕсем ак çапла тăваççĕ: ялпа пĕрле çынсанчен ят тăрăх укçа илеççĕ те, çав укçапа вара пĕр тьыха или лаша илмеççĕ. Унтан тата пăрусам, сурăхсам илеççĕ, унтан кашнн çуртран е хур е кăвакал илсе пыраççĕ, унтан вара яшкапа пăтă пĕçерсе, ялĕпе пĕрле пайласа, çияççĕ. N. Çимĕк вăхăтĕнче пĕтĕм халăхпа чӳк тăвакан кĕлĕ, ăна учук теççĕ. Тюрл. Учук — полевое моление после сева (перед Петровками). Сиктерма. Тăваттăмăш хурана: учук панчи выляеа пыракан кĕлĕ амăшĕ, тесе, çаплах асăнаççĕ. IЬ. Виççĕмĕш хурана: учук патĕнчи иртсе пыракан кĕлĕ амăшĕ, тесе, асăнаççĕ. IЬ. Учук панчи аслă ырă амăшĕ, хура халăхна, акнă çичĕ тĕслĕ тырă-пулăпа, асăнать, витĕнет; чӳ... к... çырлах. ЧС. Учук тăвман çулах пулчĕ те ку пире, çавăншăн пулчĕ пулĕ çав (пожар). || То же слово встречается в значении назв. урочищ., напр. Учук — мольбище (чӳк вырăнĕ) около д. Егоркиной, Егорк. вол. Чист. у. Также — назв. уроч. около д. Белая Гора, Бегуч. в. Петровского у. (варта — в овраге). || Прозвище человека. Яктик. Учук — фамилия мужчины. См. Магн. 25, Стюх. чув. 20.

ухата

охата (уhада, оhада), охота, venatio. К.-Кушки. Пирĕн ялсем, хĕле кĕрсен, питĕ нумайĕш ухатана çӳреççĕ. || Желание охота. Янш.-Норв. Ухати (кому охота) пур ташлăрах. Ч. П. Ухати пурри сикĕрех. V. S. Ухатая — добровольно. || Охотно. Аттик. Ачасем вăл çăмăр учук валли япала пуçтарма пит ухата. Сред. Юм. Эп ташлама ôхата мар вит. Я ведь не охотник до пляски. Ст. Айб. † Çӳрейместĕр ухата, илейместĕр савнине. И. П. Т. Ачасем вĕсем вутă (дрова) пуçтарма хăйсем ухата каяççĕ.

ухă

охă, стрела. Нюш-к. Ĕлĕк мукаçсене ухăпа тытнă тет; мукаç ухăран хăраса ан тартăр, тесе, ухă вĕçне тĕк хурса пенĕ, тет. Б. Олг. Поттом хĕрĕ охăпала перет куакарчана, куакарчан ӳкет çĕре. IЬ. Тата солахай енне çакат охă такмакĕ. Псалт. 17,55. Хулăмсене пăхăр ухă пек турĕ. N. Хăш чухне тата ухă пек каятăп; мана хытă пыракан лаша çинче те çитсе тытас çук. Абыз. Аслă хĕр тухнă та: атте, пирĕн пӳрт çине ухă вĕççе килчĕ, тенĕ. Ашшĕ каланă: хăта килекен, ухă килсе ӳксен. Здесь указание на какой-то древний обычай. (Сказка). Ч. П. Ухă вĕçĕ ӳкрĕ улăха. Альш. † Ай-хай, çамрăк пуççăм, ухă пек пӳçĕм, кам телейне пăхса ӳсет-ши? IЬ. Манăн ухă ывăтассăм килет-çке; ывăтсассăн, илессĕм килет-çке. || В позднейшее время словом ухă стали называть лук, а стрелу — çĕмĕрен, ухă йĕппи, ухă пулькки. См. укçу. Псалт. 7,13. Тӳрленменнисемшĕн турă хăйĕн хĕçне çивĕчĕлетсе, уххине хытарса, тĕллесех тăрать: вĕсем валли вĕлерекен япаласем хатĕрлет, çĕмĕренĕсене çунтаракан тăвать. А. П. Прокоп. † Уххăна ывăтсан, çӳле ан ывăт, ухă пульккисене çухатăн. || Назв. растения.

ухăла

стрелять из лука. N. Вĕсем иккĕшĕ те ухă пеме пит ăста пулнă та, вара лешсене ухăпа ухăлаччĕç тет пĕр «Çӳл-ту» ятлă ту çинчен. || Обивать палкой (кострику). СТИК. Сӳсĕн хухине патакпа шаккаса тăкнине «ухăлас», теççĕ. Орау. Тытрĕ те, туяпа пĕре ухăларĕ-илчĕ.

ухмаха яр

свести с ума, сделать сумасшедшим. N. Ухмаха ярĕç вĕсем (= сведут...).

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

адрес

сущ.муж., множ. адреса и адресы
1. адрес (пурăнакан е ĕçлекен вырăна кăтартни); адрес места жительства пурăнакан вырăн адресĕ; они сменили адрес вĕсем адресне улăштарнă
2. саламлă çыру (юбилей ячĕпе параканни)

бывать

глаг. несов.
1. 1 и 2 л. не употр. (син. случаться, происходить) пул, пулса ирт; в жизни всякое бывает пурнăçра тем те пулать; Не бывать этому! Кун пек пулмĕ!
2. пул, пулкала; пырса çӳре, çитсе кур; я часто бываю у них эпĕ вĕсем патĕнче час-часах пулатăп ♦ как ни в чём не бывало хăнк та мар; Бывайте здоровы! Сывă пулăр! (уйрăлнă чухне ырă сунни)

вдвоем

нареч.
иккĕн; мы вдвоём эпир иксĕмĕр; вы вдвоём эсир иксĕр; они вдвоём вĕсем иккĕшĕ; мы пошли туда вдвоём эпир унта иккĕн кайрăмăр

вдруг

1. нареч. (син. неожиданно, внезапно) сасартăк, ăнсăртран, кĕтмен çĕртен; вдруг погас свет сасартăк çутă сӳнчĕ
2. нареч. (син. одновременно, сразу) харăссăн, пĕр харăс, ушкăнĕпе, пĕрле; пришли все вдруг пурте пĕр харăс килчĕç
3. частица, выражает опасение эхер те, енчен те; А вдруг они не согласятся? Енчен те вĕсем килĕшмесен?

венчаться

глаг. несов., с кем
венчетлен, венчете тăр (мăшăрланнă май); они венчались в церкви вĕсем чиркуре венчетленнĕ

вопреки

предлог с дат. п. (син. несмотря, наперекор)
хирĕç, хирĕçле, пăхмасăр, шута хумасăр; они поступили вопреки правилам вĕсем правилăсене шута хумарĕç

воспитать

глаг. сов.
1. кого воспитани пар, ăс пар, пăхса ӳстер; они воспитали троих детей вĕсем виçĕ ача пăхса ӳстернĕ
2. что в ком (син. выработать) вĕрент, хăнăхтар, аталантар; воспитать в молодёжи любовь к родине çамрăксене тăван çĕршыва юратма вĕрент

врозь

нареч. (син. отдельно; ант. вместе)
уйрăм, уйрăмшар; они живут врозь вĕсем уйрăмшар пурăнаççĕ

втроем

нареч.
виççĕн; они живут втроём вĕсем виççĕн пурăнаççĕ

вчерашний

прил.
1. ĕнерхи; вчерашняя газета ĕнерхи хаçат
2. (син. бывший, прошлый) иртнĕ вăхăтри, ĕнерхи; они — вчерашние школьники вĕсем нумаях та пулмасть шкул ачисем пулнă ♦ жить вчерашним днём кивĕ шухăш-кăмăлпа пурăн

вырастить

глаг. сов.
ӳстер, çитĕнтер, пăхса ӳстер, ӳстерсе çитĕнтер; вырастить дерево йывăç лартса ӳстер; они вырастили троих детей вĕсем виçĕ ача ӳстерсе çитĕнтернĕ

горячий

прил., горячо нареч.
1. (ант. холодный) вĕри; горячий чай вĕри чей; рукам горячо алла пĕçертет; горячие лучи солнца хĕвелĕн вĕри пайăркисем
2. (син. страстный) хĕрӳ, хĕруллĕ; горячая любовь хĕруллĕ юрату; они горячо спорят вĕсем хĕрсе кайса тавлашаççĕ
3. (син. вспыльчивый) вĕри, кăра, карсака; горячий характер кара кăмăл
4. (син. напряжённый) хĕрӳ; горячая пора хĕрӳ ĕç тапхăрĕ ♦ горячие точки çивĕч лару-тăруллă вырăнсем; по горячим следам çийĕнчех, вăраха ямасăр; попасть под горячую руку çилĕ килнĕ самантра лек

двое

числит., собир.
икĕ, иккĕн, иккĕшĕ; двое парней икĕ каччă; двое саней икĕ çуна; они двое вĕсем иккĕшĕ; работать за двоих икĕ çыншăн ĕçле

дружить

глаг. несов.
туслаш, туслă пул, туслă пурăн; они дружат с детства вĕсем ачаранпа туслă ♦ дружить с книгой кĕнеке вулама юрат

ежегодный

прил., ежегодно нареч.
çулленхи, кашни çул, çулсерен пулакан; ежегодное собрание акционеров компании компани акционерĕсен çулленхи пухăвĕ; они ежегодно отдыхают на море вĕсем кашни çул тинĕс хĕрринче канаççĕ

женить

глаг. сов. и несов.
авлантар; они женили сына вĕсем ывăлне авлантарчĕç

жениться

глаг. сов. и несов.
авлан, мăшăрлан, качча ил; Петя женится на Вере Петя Верăна качча илет; они решили жениться вĕсем мăшăрланма килĕшнĕ

завтрашний

прил.
1. ыранхи; завтрашним утром ыран ирхине; мы купили билеты на завтрашний концерт эпир ыранхи концерта билетсем илтĕмĕр
2. (син. предстоящий) малашнехи, ыранхи, пулас; они — завтрашние инженеры вĕсем — пулас инженерсем

зажить

1. глаг. сов.
пурăнма пуçла; они зажили в новом доме вĕсем çĕнĕ çуртра пурăнма пуçларĕç

заодно

нареч.
1. (син. единодушно) пĕрле, пĕр щутлă, пĕр шухăшлă; они заодно с ним вĕсем унпа пĕр шутлă
2. (син. кстати) çула май, ал май, пĕрех хут; Поеду в командировку, заодно и друзей навещу Командировкăна каятăп, çула май туссем патне те кĕрсе тухăп

зачастую

нареч. (син. нередко)
час-часах, тăтăшах; они зачастую встречаются вĕсем час-часах тĕл пулаççĕ

испортить

глаг. сов.
пăс, ват; пăсса пăрах, ватса пăрах; пăсса яр; часы испорчены сехет ваннă; ребёнка испортили баловством ачана иртĕхтерсе пăснă; они испортили мне настроение вĕсем ман кăмăла пăсрĕç

класс

2. сущ.муж.
1. класс (вĕренекенсен ушкăнĕ; вĕсем ларакан пӳлĕм); учащиеся младших классов кĕçĕн классенче вĕренекенсем; переходить из класса в класс класран класа куç
2. (син. категория, подразделение) ушкăн; тĕс; классы морских судов тинĕс карапĕсен тĕсĕсем; класс млекопитающих сĕтпе ӳстерекенсен ушкăнĕ (биологире)

кошка

сущ.жен.
кушак; дикая кошка кайăк кушак; домашняя кошка килти кушак; кошка окотилась кушак çăвăрланă ♦ живут, как кошка с собакой кушакпа йытă пек пурăнаççĕ; как угорелая кошка ухмаха ернĕ пек; на сердце кошки скребут чун вырăнта мар; между ними пробежала чёрная кошка вĕсем хирĕçсе кайнă

куда-то

нареч.
таçта, таçталла; Они пошли куда-то к лесу Вĕсем таçта вăрманалла кайрĕç

назвать

глаг. сов.
1. ят пар, ят хур; они назвали сына Виктором вĕсем ывăлне Виктор ят хунă
2. кала; Назовите ваше имя! Хавар ятăра калăр-ха!

неразлучный

прил. (син. дружный), неразлучно нареч.
уйрăлми, уйрăлман, çывăх; они неразлучные друзья вĕсем уйрăлми туссем

нога

сущ.жен., множ. ноги
ура; левая нога сулахай ура; передние ноги лошади лашан малти урисем; встать на ноги ура çине тăр ♦ сбиться с ног урасăр пул (чупса çӳресе, тăрмашса); бежать со всех ног хытă чуп, ыткăнса пыр; вертеться под ногами ура айĕнче пăтран (чăрмантарса); еле унёс ноги аран тарса хăтăлнă; одной ногой в могиле вилес вĕçне çитнĕ; вверх ногами пуç хĕрлĕ; всех на ноги поднять пурне те пăлхантарса яр; Ноги моей у вас не будет! Ура та ярса пусмастăп сирĕн пата!; они живут на широкую ногу вĕсем пуян пурăнаççĕ

нож

сущ.муж.
1. çĕçĕ, пекĕ; перочинный нож пекĕ, пĕчĕк çĕçĕ; складной нож хуçмалли çĕçĕ; резать ножом çĕçĕпе кас
2. çĕçĕ, каскăч (тĕрлĕ хатĕрсем); нож мясорубки аш арманĕн каскăчĕ ♦ без ножа режет пĕтермеллипех пĕтерет; они на ножах вĕсем хытă хирĕçеççĕ

оба

муж. и сред., обе жен., числит.: мы оба (обе) иксĕмĕр те; вы оба (обе) иксĕр те; они оба (обе) иккĕшĕ те; они оба студенты вĕсем иккĕшĕ те студентсем ♦ смотреть в оба сыхă пул

образцовый

прил., образцово нареч.
тĕслĕх ... кăтартуллă, питĕ лайăх; образцовое хозяйство кăтартуллă хуçалăх; они образцово выполнили задание вĕсем хăйсене хушнă ĕçе питĕ лайăх пурнăçларĕç

он

муж.местоим., она жен., оно сред.
вăл, вĕсем; я с ним дружу эпир унпа туслă; он скоро придёт вал часах килет; о них ничего не слышно вĕсем çинчен ним сас-хура та çук ♦ Вот оно что! Акă епле иккен!; Так оно и вышло! Шăпах çапла пулса тухрĕ те!

отправиться

глаг. сов.
кай, тапран, тухса кай, çула тух; они отправились на отдых вĕсем канма тухса кайнă

переехать

глаг. сов.
куç, куçса кай; они переехали в город вĕсем хулана куçса кайнă

противоречие

сущ.
сред. хирĕçлĕх, хирĕçӳлĕх; между ними возникли противоречия вĕсем хушшинче хирĕçлĕх тухнă

пятеро

числит. собир.
пиллĕкĕн, пилĕк; их пятеро вĕсем пиллĕкĕн; пятеро лыжников пилĕк йĕлтĕрçĕ; прошло пятеро суток пилĕк талăк иртрĕ

сам

местоим.
хам (эпĕ), ху (эсĕ), хай (вăл); я сделаю это сам эпĕ куна хамах тăвăп; они сами знают вĕсем хăйсемех пĕлеççĕ ♦ само собой хăйне хăех, хăй тĕллĕнех; само собой разумеется паллах; сам не свой пăлханчăк, хумханчăк

свояк

сущ.муж.
пуçана; они свояки вĕсем пуçаналлă (аппăшĕпе йăмăкне качча илнĕ арçынсем)

себя

местоим.
хама (мана), хăвна (сана), хăйне (ăна); хамăра (пире), хăвăра (сире), хăйсене (вĕсене); они работают, не жалея себя вĕсем хăйсене хĕрхенмесĕр ĕçлеççĕ; ты думаешь только о себе эсĕ ху çинчен çеç шухăшлатăн ♦ выйти из себя тарăхса кай; вывести из себя тарăхтарса яр; говорить про себя ăшра кала; не по себе чун вырăнта мар; прийти в себя тăна кĕр, лăпланса çит

сейчас

нареч.
1. халĕ, халь, çак самантра; сейчас десять часов халĕ вунă сехет
2. (син. скоро) халех, кĕçех, кĕç-вĕç; они сейчас придут вĕсем кĕçех килеççĕ

средний

прил., средне нареч.
1. вăта, варринчи, вăта çĕрти; среднее течение реки юхан шывăн вăта пайĕ; средний палец вăта пурне
2. вăтам; средний заработок вăтам ĕç укçи
3. вăтам, чухă, чаплах мар; они живут средне вĕсем чухă кăна пурăнаççĕ ♦ средний род вата несĕл (вырăс чĕлхинче — «окно», «поле», «моё» йышши сăмахсен грамматика палли); средняя школа вăтам шкул; средние века вăтам ĕмĕрсем

сюда

нареч.
кунта, кунталла; они идут сюда вĕсем кунталла килеççĕ

тёзка

сущ.муж. и жен.
аташ; они тёзки вĕсем аташсем (иккĕшĕ те пĕр ятли)

трое

числит. собир.
виçĕ; виççĕн, виççĕшĕ; трое суток виçĕ талăк; их было трое вĕсем виççĕн пулнă

уехать

глаг. сов.
кай, тухса кай (транспортпа); они уехали автобусом вĕсем автобуспа тухса кайрĕç

часть

сущ.жен., множ. части
1. (син. доля; ант. целое) пай, тӳпе, валĕ; разделять на части пайла, вакла; часть огорода занята под картофель пахчан пĕр пайне çĕр улми йышăнать
2. (син. деталь) пай, хатĕр (ансатти); запасные части запас пайсем; разобрать велосипед на части велосипеда пайăн-пайăн сӳт
3. (син. раздел) пай, уйрăм, сыпăк; роман в трёх частях виçĕ пайлă роман
4. (син. отдел) пай, уйрăм (учрежденин); учебная часть института институтăн вĕренӳ пайĕ
5. часть (çарта); воинская часть çар чаçĕ; авиационные части авиаци чаçĕсем ♦ части света тĕнче пайĕсем (материксем тата вĕсем çывăхĕнчи утравсем); части речи пуплев пайĕсем; это не по моей части эпĕ ку ĕçпе çыхăнман

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

адьютант

адьютант (çар пуçлăхĕсем çумĕнче вĕсем хушнине е штаб ĕçне туса тăракан офицер).

жаровня

кӑвар тултарнӑ тимӗр ещӗк е тимӗр кӑмака, вĕсем ҫинче апат (сӑмахран, шашлык) пӗҫереҫҫĕ.

отношение

1. пăхни; невнимательное отношение к делу ӗҫ çине тимлӗн пӑхманни; 2. ҫыхӑну, хутшӑну; отношения между государствами государствӑсем хушшинчи ҫыхӑнусем; во всех отношениях пур енчен те; у них натянутые отношения вĕсем пĕр-пӗрне килӗштерсех каймаҫҫӗ.

разный

тӗрлӗ, тĕрлӗрен, тӗслӗрен, уйрӑм; они живут в разных комнатах вĕсем уйрӑм пӳлӗмсенче пурӑнаҫҫӗ.

резаться

-жусь несов. касӑл; у ребенка режутся зубки ачан шӑлӗ туха пуҫланӑ; они режутся в карты вĕсем чӑрсӑрланса, хĕрсе кайса картла выляҫҫӗ.

старший

1. аслӑ, пысӑк; старший сын аслӑ ывӑл; старший брат пичче, пысăк пичче; старшая сестра аппа; 2. в знач. существ. асли; младшие должны брать пример со старших кӗҫӗннисен аслисенчен вĕренмелле, тĕслĕх илмелле, вĕсем пек пулма тӑрӑшмалла.

поджимать

что несов., поджать, подожму сов. хуҫлат, хĕс; собака поджала хвост йытӑ хӳрине хĕснĕ; они сели, поджав ноги вĕсем урисене хуҫлатса ларнӑ, вĕсем ҫут хуҫса ларнӑ.

таков

все они таковы пурте вĕсем çавнашкал, çавăн пек; таковы факты çакнашкал ĕнтĕ фактсем.

удержать

-жу, -жишь кого, что сов., удерживать несов. 1. (мĕне те пулин) тытса чар, ӳкме ан пар, чар; кучер не удержал лошадей, и они понесли кучер лашасене чараймарĕ, вĕсем ĕрĕхсе кайрĕç; 2. катса юл; тытса юл; с меня удержали три рубля манран виç тенкĕ тытса (катса) юлчĕç.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

батарея

ж. 1. воен. батарея (темиçе тупă е миномёт; вĕсем вырнаçса тăракан çирĕплетнĕ вырăн); 2. эл., тех. батарея (вĕçе-вĕçĕн пĕрлештернĕ темиçĕ хатĕр); батарея аккумуляторов аккумуляторсен батарейи; коксовая батарея кокс кăмакисен батарейи; батарея парового отопления пăспа ăшăтмалли батарея.

вальцы

мн. валецсем (пĕр-пĕринпе сĕртенсе тăракан çавра цилиндрлă валсем, вĕсем хушшипе тухакан япала çӳхелет е ванать).

вдвоём

нареч. иккĕн; мы вдвоём эпир иксĕмĕр; вы вдвоём эсир иксĕр; они вдвоём вĕсем иккĕшĕ.

великий

прил. 1. (большой по силе) пысăк, аслă; случилась великая беда инкекĕ пысăк пулнă; удивление их было велико вĕсем питĕ тĕлĕннĕ; 2. только краткая ф. (большего размера, чем нужно) пысăк, аслă; сапоги ему оказались велики атă ăна аслăрах пулнă; ноша не велика йăтмалли йывăрах мар; 3. (выдающийся по своему вначению) аслă; Великая Октябрьская социалистическая революция Октябрьти социализмлă аслă революци; великий учёный аслă учёнăй; великое множество вĕçĕ-хĕррисĕр, шутсăр нумай; великий пост рел. аслă типĕ; от мала до велика ватти-вĕттипех.

впятером

нареч. пиллĕкĕн; мы впятером эпир пиллĕкĕн, пилĕксĕмĕр; вы впятером пилĕксĕр; они впятером вĕсем пиллĕкĕшĕ.

вчетвером

нареч. тăваттăн; мы вчетвером эпир тăваттăн, тăватсăмăр; вы вчетвером эсир тăваттăн, тăватсăр; они вчетвером вĕсем тăваттăн, тăваттăшĕ.

вшестером

нареч. улттăн; мы вшестером эпир улттăн, ултсăмăр; вы вшестером эсир улттăн, ултсăр; они вшестером вĕсем улттăн, улттăшĕ.

ею

мест. личн. тв. п. ед. от она унпа; я разговаривал с нею эпĕ унпа калаçрăм; они ею довольны вĕсем унпа кăмăллă.

жалко

нареч. 1. мĕскĕн, мĕскĕнĕн; он выглядел жалко вăл мĕскĕнĕн курăннă; 2. в знач. сказ. безл. шел; шелле, хĕрхен; мне тебя жалко ман сана шеллес килет, эп сана шеллетĕп; на них жалко смотреть вĕсем çине пăхма та шел; 3. см. жаль.

же

союз 1. против. вара; он остаётся, я же уезжаю вăл юлать, эпĕ вара каятăп; 2. присоед. вара, та, те; -çке; виделись же они каждый день курнăçма вара вĕсем кулленех курнăçнă.

затеять

сов. что и с неопр. 1. (задумать) шут тыт, шухăшла, шухăшласа хур; они что-то затеяли вĕсем темскер шухăшласа хунă; 2. (начать) пуçар, пуçла, пуçласа яр, тапрат, тапратса яр; затеять разговор калаçу тапрат.

из-под

предлог с род. п. (или из-подо) 1. (из какого-л. места, находящегося по) чем-л.) айĕнчен, айран, айĕн; из-под стола сĕтел айĕнчен; из-подо льда выступила вода тан тапнă; 2. разг. (возле какого-л. населённого пункта) çывăхĕнчен, патĕнчен, енчен, таврашёнчен; они родом из-под Чебоксар вĕсем Шупашкар енчисем; 3. (при определении вместилища) ⸗ĕ [⸗и], тытнă, пулнă; бочка из-под дёгтя тикĕт пички; бутылка из-под вина эрех кĕленчи; 4. (при определении бывшего в соединении вещества) ⸗ĕ [⸗и]; рассол из-под огурцов хăяр шӳрпи (е шывĕ); гуща из-под кваса кăвас тĕпĕ; 5. (освобождение откого-чего-л.) ⸗тан [⸗тен], ⸗ран [⸗рен], ⸗чен; освободить из-под ареста арестран хăтар (е ирĕке кăлар); освобождаться из-под гнёта пусмăр айĕнчен тух; из-под палки ирĕксĕррĕн, кăмăл туртмасăр, хăраса (ту пĕр-пĕр ĕçе); из-под носа сăмса умĕнчен.

инкассировать

сов. и несов. что, фин. инкассациле (документсем тăратса, вĕсем тăрăх тӳлеме тивĕç укçана ил).

их

мест. 1. личн. род., вин. п. мн. от они вĕсене, вĕсем; я их вижу эпĕ вĕсене куратăп; их было тридцать вĕсем вăтăрăн пулнă; 2. притяж. мн. вĕсен, вĕсенĕн; это их книги ку вĕсен кĕнекисем.

как-то

нареч. 1. (каким-то образом) темле, темле майпа, темшĕн, темĕскерле; он говорит как-то непонятно вăл темле ăнланмалла мар калаçать; 2. (однажды) пĕрре, пĕррехинче, тахçан; я как-то видел его эпĕ тахçан курнăччĕ ăна; 3. (неопределённость предположения об образе и способе действия) мĕнле, мĕнле-ши?; как-то они там поживают? мĕнле пурăнкалаççĕ-ши вĕсем унта?; 4. (а именно, например) калăпăр, сăмахран, çакăн йышши, ак çаксем.., пайăрласа каласан; мы купили различные ягоды, как-то: землянику, малину, смородину, крыжовник эпир тĕрлĕрен çырласем илтĕмĕр: çĕр çырли, хăмла çырли, хура çырла, йĕплĕ çырла.

квиты

мн. в знач. сказ. разг. татăлнă; они квиты вĕсем пĕр-пĕринпе татăлнă.

когда

1. нареч. вопр. хăçан; когда ты придёшь? эс хăçан килетĕн?; 2. нареч. времени (в какое время) хăçан; все это было, но только не помню когда пĕтĕмпех пулнă, анчах хăçан пулнине астумастăп; 3. нареч. определит. (с частицей «вот») хăçан; вот когда они нужны! акă хăçан кирлĕ вĕсем!; 4. нареч. неопр. прост. пĕр-пĕр, хăçан та пулин; хутран-ситрен; хăш чух, хăçан; я занимаюсь в библиотеке когда утром, когда вечером эпĕ библиотекăра хăш чух ирхине, хăш чух каçхине ĕçлетĕп; 5. нареч. относ. са [⸗се]; ⸗ас [⸗ес]; ⸗нă [⸗нĕ]; мы ждали, когда откроют магазин эпир магазин уçасса кĕтрĕмĕр; 6. союз временной (в то время как) чух, чухне, хушăра, вăхăтра, ⸗сан [⸗сен]; когда они отдыхали, мы работали вĕсем каннă чух эпир ĕçлерĕмĕр; когда дождь перестал, засияло солнце çумăр чарăнсан хĕвел пăхма пуçларĕ; 7. союз. усл. (если) пулсан, ⸗сан [⸗сен]; 8. союз изъясн. ⸗са [⸗се], ⸗не; он не любил, когда его тревожили вăл хăйне чăрмантарнине юратман; ◇ когда как хăçан мĕнле; редко когда сайра хутра, сайра пĕр чух; когда бы ещё тахçан-ха.

кончено

в знач. сказ. безл. 1. с кем-чем пĕтнĕ; çук; между ними все кончено вĕсем хушшинче нимĕн те çук; 2. (довольно) çитет, çитĕ; кончено, больше не буду курить! çитет, урăх туртмастăп (табак);

кошка

ж. 1. кушак; 2. (мех) кушак, тирĕ; 3. (якорь) кача; 4. мн. кошки юплĕ саламат; ◇ драная кошка хăрăк арăм; знает кошка, чьё мясо съела погов. айăпне йышăнать; как кошка с собакой (живут) кушакпа йытă пек (пурăнаççĕ); как угорелая кошка ухмаха ернĕ пек; кошки скребут на сердце (или на душе) чĕре çунать, ăш вăркать; чёрная кошка пробежала (или проскочила) между ними вĕсем хушшинчен хура кушак каçса кайнă.

ладить

несов. 1. с кем-чем килĕштер, килĕштерсе пурăн; они не ладят друг с другом вĕсем пĕр-пĕринпе килĕштермеççĕ; 2. что, прост. (изготовлять, строить) ту, майлаштар; ладить капканы капкăнсем майлаштар; 3. что, прост. (приводить в порядок) йĕркеле, юса, хатĕрле; ладить сани çуна юса.

между

предлог с те., род. п. хушшинче; между деревней и лесом ялпа вăрман хушшинче; между двенадцатью и часом вуниккĕпе пĕр сехет хушшинче; договориться между собой пĕр-пĕринпе калаçса татăл; между ними нет ничего общего вĕсем хушшинче пĕрешкелли нимĕн те çук; ◇ между делом ерçнĕ хушăра; между двух огней икĕ вут хушшинче; между нами говоря вводн. сл. хамăр хушăра каласан; между прочим 1) ытахальтен, çула май; 2) сăмахран, сăмах май (каласан); между тем çав хушăра (е вăхăтра); читать между строк çырманнине те чухла.

молодец

м. 1. маттур ача (е йĕкĕт); 2. в знач. сказ. разг. аван. маттур; наши ребята молодцы! пирĕн йĕкĕтсем—маттур вĕсем!; 3. в знач. нареч. молодцом разг. маттурла, маттур; молодцом, ребята! маттур, ачасем!; ◇ молодец к молодцу пĕри тепринчен маттур.

наговориться

сов. калаçса тăран, тăраниччен калаç; они не могут наговориться вĕсем калаçса тăранаймаççĕ.

наперебой

нареч. ăмăртса, пĕр-пĕрне пӳлсе, пĕр-пĕринчен иртсе; они рассказывали наперебой вĕсем пĕр-пĕрне пӳлсе каласа пачĕç.

наторговать

сов. 1. что, чего, разг. (выручить от продажи) сутса ту (е туп); 2. (продать товаров на какую-л. сумму) сут; они наторговали на тысячу рублей вĕсем пин тенкĕлĕх сутнă.

нелады

мн. разг. 1. (недоразумение, ссора) тавлашу, харкашу; между ними нелады вĕсем харкашса пурăнаççĕ; 2. (неполадки) кăлтăксем.

ним

мест. личн. (после предлогов). 1. тв. п. от он: за ним ун хыççăн, ун хыçĕнчен; с ним унпа; перед ним ун умĕнче; 2. дат. п. от они: к ним вĕсем патне.

ними

мест. личн. п. от они (после предлогов): за ними вĕсем хыççăн (е хыçĕнчен); над ними вĕсен тăрринче (е çийĕнче); перед ними вĕсен умĕнче (е пуçĕнче); с ними вĕсемпе.

них

мест. личн. (после предлогов). 1. род. п. от они: от них вĕсенчен; у них вĕсенче; 2. вин. п. от они: за них вĕсемшĕн; 3. предл. п. от они: о них вĕсем çинчен.

оба

числ. м. и с. икĕ; оба сына работают икĕ ывăлĕте ĕçлеççĕ; мы оба эпир иксĕмĕрте; вы оба эсир иксĕр те; они оба вĕсем иккĕшĕте; ◇ смотреть в оба сыхă пул, асăрхануллă пул.

обойтись

сов. 1. с кем-чем (поступить как-л.) пăх, йышăн, пул; они обошлись с ним хорошо вĕсем ăна лайăх йышăннă; 2. (вкакую-л. стоимость) ӳк, лар; костюм обошёлся недорого костюм хакла ларман; 3.чем, разг. (удовлетвориться) кăмăллă пул, майлаштар, йӳнеçтер; 4. разг. (уладиться) майлаш; все обошлось благополучно пурте лайăх майлашрĕ; ◇ в копеечку обошлось см. копеечка.

они

мест. личн. мн. вĕсем.

отшагать

сов. (шагая, пройти) утса ирт (е тух); они отшагали километров десять вĕсем пĕр вунă километр утса иртрĕç.

подладиться

сов. разг. 1. (в пении или игре) ĕнерĕн; 2. разг. (приспособиться) майлаш, шайлаш, иплеш; они никак не могут подладиться друг к другу вĕсем ниепле те майлашаймаççĕ.

подстроить

сов. что 1. (построить рядом) çумне (е тĕксе) туса ларт; 2. муз. ĕнер; подстроить гитару под рояль гитарăна рояль майлă ĕнер; 3. перен. вăрттăн (е юри) ту; это они нарочно подстроили куна вĕсем юри тунă.

поладить

сов. разг. май килтер, çураç, килĕштер; они не поладили между собой вĕсем пĕр-пĕринпе килĕштереймерĕç.

поодиночке

нареч. пĕрерĕн-пĕрерĕн, пĕчченшерен; хăрахшарăн; они разошлись поодиночке вĕсем пĕчченшерĕн саланчĕç; выйти поодиночке пĕрерĕн-пĕрерĕн тух.

приспособиться

сов. хăнăх, вĕрен, майлаш, çыпçăн, меллен, юрăхлă пул; они никак не могут приспособиться друг к другу вĕсем ниепле те пĕр-пĕрне хăнăхса çитеймеççĕ.

прохладный

прил. 1. сулхăн, уçă, сивĕрех; прохладный день сулхăн кун; прохладная вода сивĕрех шыв; становиться прохладным сулхăнлан; 2. перен. сивĕ(рех), кăмăлсăр (тарах); их отношения стали прохладными вĕсем пĕр-пĕринчен кăшт сивĕнчĕç.

равняться

несов. 1. с кем-чем, по кому-чему танлаш, тан пул, шайлаш; равняться по правофланговому сылтăмра тăраканпа танлаш; они идут, равняясь вĕсем шайлашса пыраççĕ; 2. чему (быть равным) пул; дважды два равняется четырём ик хут иккĕ тăваттă пулать; 3. по кому, на кого, перен. танлаш, тан пул; равняться на старших товарищей аслă юлташсемпе танлаш.

разбраниться

сов. разг. ятлаçса (е вăрçса) кай; они разбранились вĕсем ятлаçса кайрĕç.

разгорячиться

сов. 1. ăшăрха, хĕрсе кай, вĕрилен; разгорячиться от продолжительного бега нумай чупнипе ăшăрха; 2. перен. çилленсе кай, вĕриленсе кай, хĕрсе кай, тăрăхса кай; от спора они разгорячились тавлашнипе вĕсем вĕриленсе кайрĕç.

разлучиться

сов. уйрăл, уйрăлса кай (пĕр-пĕринчен); они разлучились вĕсем уйрăлса кайнă.

разногласие

с. 1. (отсутствие согласия) килĕшменлĕх, килĕшменни, тĕрлĕлĕх; разногласие во мнениях шухăшсем килĕшменни; 2. (противоречие) хирĕçӳ, шăрăм; между ними возникли разногласия вĕсем хушшинче шăрăм тухрĕ.

разуметь

несов. что и без доп. 1. уст. (понимать) ăнлан, ăнкар, ăнланса ил, чухла, тавçăр; 2. (подразумевать) ăнлан; что они разумеют под этим выражением? вĕсем ку сăмаха мĕнле ăнланаççĕ ?

семеро

числ. çиччĕн, çичĕ, çиччĕшĕ; семеро братьев çичĕ тăван; пришли семеро çиччĕн килчĕç; мы семеро эпир çичсĕмĕр; вы семеро эсир çичсĕр; они семеро вĕсем çиччĕш; семеро одного не ждут погов. çиччĕн пĕр çынна кĕтмеççĕ.

снизу

нареч. 1. (с нижней стороны) аялтан, анатран, аял (е анат) енчен; снизу не видно аялтан курăнмасть; 2. (внизу) аялта, тĕпĕнче; снизу брёвна, на них доски аялта пĕренесем, вĕсем çинче хăмасем; 3. перен. (со стороны широких масс) аялтан, массăсенчен, халăхран; критика снизу аялтан критиклени; ◇ снизу доверху аялтан пуçласа çӳле çитиччен; снизу вверх смотреть на кого-л. хăвна мĕскĕннĕн тыткала (кам та пулин умĕнче).

согласие

с. 1. (разрешение) килĕшни, ирĕк пани; требовать согласия ирĕк ыйт; дать согласие килĕш; молчание знак согласия чĕнменни килĕшнине пĕлтерет; 2. (единомыслие) килĕшӳ, çураçу, пĕршухăшлăх; между ними нет согласия вĕсем хушшинче килĕшӳ çӳк; 3. (дружественные отношения) килĕшӳ, çураçу, килĕштерӳ, тату; жить в полном согласии питĕ тату(ллă) пурăн.

стена

ж. 1. стена; капитальная стена тĕп стена (чул е пĕрене стена); 2. (высокая ограда) хӳме; 3. перен. (препятствие) хӳме, стена; ◇ как за каменной стеной шанчăклă хӳтлĕхре; сидеть (или находиться) в четырёх стенах килтен тухса çӳремесĕр пурăн; лезть на стену 1) хĕрсе кайса тавлаш; 2) ниçта кайса кĕме ан пĕл; между ними выросла стена вĕсем пĕр-пĕринпе хутшăнма пăрахрĕç; в стенах института институтра.

таковой

мест. опред. 1. çавăн пек, çапла; 2. в знач. личн. мест. 3 л. вăл, вĕсем; если получен приказ, то таковой нужно выполнять приказ илнĕ пулсан, ăна пурнăçлас пулать.

трещина

ж. 1. çурăк, хушăк, хушăк-çурăк, çуркаланчăк, çурăлнă йĕр; трещина во льду пăр çинчи çурăк; 2. перен. (разлад, распри) хирĕçӳ, сивĕнни, туслăх пăсăлни; в их отношениях образовалась трещина вĕсем пĕр-пĕринчен сивĕнчĕç.

холодок

м. разг. сивĕ, сулхăн, уçă; утренний холодок ирхи сулхăн; сидеть в холодке сулхăнра лар; 2. перен. сивĕ, сулхăн; отвечать с холодком сиввĕнрех тавăр; в отношениях между ними появился холодок вĕсем пĕр-пĕринчен сивĕнме пуçларĕç; работать с холодком ӳрĕк-сӳрĕк ĕçле.

чёрный

прил. 1. (о цвете) хура; чёрная краска хура сăрă; 2. (тёмный) тĕксĕм, хура; 3. в знач. сущ. чёрный м., чёрная ж. хура ӳтлĕ çын; 4. в знач. сущ. чёрные мн. шахм. хурисем; играть чёрными хурисемпе выля; 5. уст. и разг. (грязный) хура, вараланчăк; 6. (служебный, подсобный) хыçалти, кайри; чёрный ход хыçалти алăк (хулари çуртсенче); 7. (физически тяжёлый, неквалифицированный) йывăр; чёрная работа йывăр ĕç; 8. перен. (мрачный) усал, йывăр, нушаллă; чёрные мысли усал шухăшсем; чёрный день йывăр (е хуйхăллă) кун; 9. перен. (злостный, преступный) усал, тискер, хăрушă; чёрные силы реакции реакцин хăрушă вăйĕсем; чёрная зависть усал кĕвĕçӳ; 10. в знач. сущ. чёрное с. хура тĕс (е тум); ходить в чёрном хура тумпа çӳре; держать в чёрном теле см. тело; называть белое чёрным шуррине хура тесе кала; чёрный глаз усал куç; чёрное духовенство манахсем; чёрное золото см. золото; чёрная икра хура вăлча; чёрный кофе хура кофе; чёрный лес хура (е çулçăллă) вăрман; чёрная металлургия хура металлурги; чёрные металлы хура металсем (тимĕр, хурçă, чугун); чёрный пар хура çĕртме; чёрный хлеб хура çăкăр; чёрным по белому уççăн, иккĕленмелле мар; чёрная кошка пробежала (или проскочила) между ними вĕсем хушшинчен хура кушак каçса кайнă.

четверо

числ. тăваттăн; (нас) тăватсăмăр; (вас) тăватсăр; (их) тăваттăшĕ; их было четверо вĕсем тăваттăн пулнă; для всех нас четверых тăватсăмăра валли те.

шестеро

числ. ултă, улттăн; у них шестеро детей вĕсен ултă ача; их было шестеро вĕсем улттăн пулнă.

Социаллӑ сӑмахлӑхӑн вырӑсла-чӑвашла словарӗ (2004)

гвардия

гварди (чи лайăх çар чаçĕсем); королёвская гвардия король гвардийĕ; гвардии капитан гварди капитанĕ; Красная гвардия Хĕрлĕ гварди (хĕç-пăшаллă рабочисен отрячĕсем; 1917 çулхи мартра йĕркеленĕ, 1918 çулхи мартра вĕсем Хĕрлĕ Çар тытăмне кĕнĕ)

дело

1. ĕç, ĕçлев; военное дело çар ĕçĕ; ездить по делам службы служба ĕçĕсемпе çӳре; 2. ĕç, предприяти (харпăр хăйĕн); они открыли своё дело вĕсем хăйсен ĕçне пуçарса янă 3. ĕç (судри); гражданское дело гражданла ĕç; уголовное дело уголовлă ĕç

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

вĕсем

алар

Чӑвашла-эсперантолла сӑмах кӗнеки

авал

[aval]
en antikveco, antaŭ tre longe
ĕлĕк-авал пĕр çĕршывра патша пурăннă тет — iam antau longe vivis reĝo
вĕсем авалах пуян пурăннă — ili antaŭ longe vivis riĉe
 авалтан — ekde antikveco, de antaŭ longe
 авалхи — antikva, antŭepoka

ăçта

[oŝjta]
kie(n)
ăçта васкатăн — kien vi rapidas?
ăçта тĕл пулатпăр? — kie ni renkontiĝu?
эс(ĕ) ăçта ĕçлетĕн? — kie vi laboras
кирек ăçта та пěр хěвел — ĉie estas la sama suno
ăçтан — de kie, el kie
кирек ăçтан тупса кил — portu de kie ajn
ăçтан килетĕн? — de kie vi venas?
ăçталла? — kiudirekte? kien?
эппин, ăçта та пулин кайса килĕпĕр — do, ni vizitu ion (ni iru iun lokon)
таçта — ie(n), ne klaras kie(n)
таçта кайса кĕнĕ — ien malaperis
таçта кайсан та — se oni iru ien (kie ajn oni iru)
ниçта — nenie(n), ĉie(n), ie(n) ajn
вĕсем ниçта та çук — ili estas nenie
эпир ăçта пурăнсан та — ni vivus (loĝus) ie ajn
ниçта кайса кĕме çук — eblas iri nenien

вăй

[voj]
forto, povo
ал-ура вăйĕ — fizika forto
вăй çитнĕ таран — laŭeblo, laŭ fortoj
вăй пухса илсе малалла кайрăмăр — post kunmeti la fortojn ni iris plu
саккун вăйа кĕчĕ — la leĝo ekhabis povon
куç вăйĕ — vidkapablo
лаша вăйĕ — ĉevala povo
вăй патăр! — bonan laboron! (saluto al laborantaj homoj)
вăй-хăват — forto, energio, povo
вăй-хавал — spiritforto, entuziasmo, vivenergio
вăй-хал — forto kaj sano, vivenergio
вăйлă — forta, fortika
ĕнер ирпе вăйлă çумăр çуса иртрĕ — hieraŭ matene pluvegis
вăйлан — fortiĝi
вăйлат — fortigi
вĕсем пире вăйпа сĕтел хушшине лартрĕç — ili nin altabligis perforte, ili nin sidigis ĉe la tablon
вăйсăр — senforta, malforta
вăйсăрлан — malfortigi
вăйсăррăн — senforte, malforte, senpove, apenaŭ
вăйăм — iflluo, aŭtoritato, efiko
вăл вăйăмне çухатнă — li perdis la aŭtoritaton

вăрç

[vorĵo]
militi (militu), batali (batalu), insulti (insultu)
вăрçă — milito
вăрçă вăрç — militi
вăрçăн — kvereli, interbatali
вĕсем пĕтĕмпех вăрçăнса кайрĕç — ili plene kverelis

вĕсем

[vezem]
ili
вĕсем ăçта кайнă — kiel ili iris?
вĕсемпе калаçмалла — necesas paroli kun ili
эпир вĕсемпе хутшăнмастпăр — ni ne komunikas kun ili
вĕсем те кунта килĕç — ankaŭ ili eventuale venos ĉi tien
вĕсемсĕр пуçне — krom ili, sen kalkuli ilin
вĕсемсĕр каймăпăр — ni ne iros sen ili

мар

[mar]
ne (negativa partikulo por ĉio krom verboj)
вĕсем мар — ne estas ili
инçе мар — ne malproksime, proksime
пĕрре кăна мар — ne unufoje
сахал мар — ne malmulte
тутлă мар — malbongusta
халь мар — ne nun
кунта мар — ne estas ĉi tie
кирлĕ мара ан кала — ne diru stultaĵojn
эп(ĕ) хирĕç мар — mi ne estas kontraŭ

та

[ta]/[te]
kaj, ankaŭ
эп(ĕ) те пĕлместĕп — ankaŭ mi ne scias
унта та, кунта та — kaj tie kaj ĉi tie
эпир те, вĕсем те — kaj ni kaj ili

тăрăш

[toroŝ]
klopodi (klopodu), peni (penu)
тăрăшса ту — peni, klopodi
пыма тăрăшатăп — mi penos veni
тăрăшса ĕçле — li laboras pene
тăрăшу — peno, klopodo
вĕсем тăрăшнипе — danka'al ilia klopodo
тăрăшулăх — penemo, klopodemo
тăрăшуллă — diligenta, klopodema
тăрăшусăрлăх — malpenemo, manko de peno, klopodo

Йоханнeс Бeнцингăн (Benzing) нимĕçле-чăвашла словарĕ

sie (Mehrz.)

vĕsem
вĕсем

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

вăл

, диал. У «он», «она», «оно»; косвенные падежи образуются от основы у(н)-: унăн, диал. уна (литер, ăна)..., мн. ч. вĕсем < вăлсамол (в косв. п. основа он-, в шор., хак. ан-), азерб., тур., кумык, о (в косв. п. основа он-), уйг., узб. у (основа ун-) тат. ул (основа ан-), кирг. ал «он», «тот».

Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ

Айăпа кĕрт

Айăпа кĕрт 1. обвинять / обвинить кого-что в чем; 2. заставить совершать / совершать проступок кого, какой.
1. Эпĕ сире ниепле те айăпа кĕртме шутламастăп. И. Григорьев. 2. Хăйсен ирсĕр агитацийĕпе вĕсем салтаксен пуçне минретрĕç, вĕсене, тăван аннемĕр Российăна суттарса, ĕмĕр каçарма çук айăпа кĕртрĕç. М. Белов.

Алă çап

Алă (ал) çап ударить по рукам (в знак согласия). Вĕсем ĕнине сутсан ал çапрĕç.

Алла вĕрент

Алла вĕрент приручать / приручить (о животных).
Кайăк чăхсене чи малтан Индире алла вĕрентнĕ те, кунтан вара вĕсем пур çĕршывсене те саланнă. Зоологи.

Ăса кĕр

Ăса [ăна] кĕр 1. умнеть / поумнеть, образумиться; 2. приходить / прийти в себя.
1. Ку ача-пăча хăçан ăса кĕрĕ-ши? 2. Вĕсем [ачасем] ашшĕ панă кучченеçсемшĕн савăннипе халь те ăна килсе кĕреймеççĕ.

Ăслăлăх чулне кăшла

Ăслăлăх чулне [гранитне] кăшла грызть / погрызть гранит науки.
Тăрăшса вĕренĕр, Çĕршыва юратăр. Ывăнмасăр кăшлăр ăслăлăх чулне. Н. Евстафьев. Тăватшар çул хушши кăшларĕç вĕсем [Хамитпа Григорий] ăслăлăх чулне. В. Бараев.

Вырăна хур

Вырăна хур 1. принимать / принять во внимание что; 2. придавать / придать значение какое-чему; 3. почитать кого-что; считать кого-что, кем-чем, за кого-что.
1. Эпĕ вĕсем каланине пĕтĕмпех вырăна хурса пытăм. 2. Хăш чухне ачасене ăнланмастпăр, йăнăшатпăр, вак-тĕвексене вырăна хумастпăр. Т. Петĕркки. 3. Ватă кĕтӳç ашшĕне ырăпа асăнни, хăйне çитĕннĕ çын вырăнне хурса алă пани Кĕçтене савăнтарчĕ. В. Сатай.

Ĕнсе хыç

Ĕнсе хыç чесать затылок, чесать в затылке (быть озадаченным).
Старик, пĕр хушă нимĕн калама аптраса, ĕнсине кăтăр-кăтăр хыçса илчĕ. А. Артемьев. Хăйсем вĕсем хутран-ситрен çеç пĕр-икĕ сăмах калаçкалаççĕ, унтан пуçĕсене суллакаласа илеççĕ те ĕнсисене кăтăрт-кăтăрт хыçкалаççĕ. М. Белов.

Йĕркерен кăлар

Йĕркерен кăлар 1. выводить / вывести из строя кого-что; расстраивать / расстроить кого-что, портить / испортить что; 2. уродовать / изуродовать (побоями, укусами и т. п.) кого; 3. заставить терять / потерять человеческий облик кого.
1. Вăрçă пуçлансан, завода йĕркерен кăларса хăварса, японец кăнтăралла тарнă. 5. Сатай. 2. Пĕри ăна, шăлĕсемпе кăшласа, пит-куçне йĕркерен кăларнă. 3. Фашистсем çынна çын йĕркинчен кăларасшăн, вĕсем пур халăха хăйсене пăхăнтарасшăн. Л. Талвир.

Кая юл

Кая юл 1. отставать / отстать; 2. запаздывать / запоздать, опаздывать / опоздать; 3. кая ан юл не уступать / не уступить в чем.
1. Пурте тенĕ пек ку колхоза вĕренме çӳреççĕ. Анчах пурте вĕсем кая юлнисем тени йăнăш пулĕччĕ. Хв. Уяр. — Ак манăн программа, юлташсем: ултă кун хушшинче вунă кунлăх задание тултаратăп, юлашки тăватă кун кая юлнă бригадăсене пулăшатăп. В. Паймен. 2. Кая юлсан, каю шăтать те ят каять. Я. Илпек. Улмуççи, каярах юлса пулин те, çеçкеленет. Юхма М. — Кая юлтăм... Каçар, атте, халĕ те пулин каçар мана, — кăкăрти тытăнчăклă саспа аран каларĕ Микулайĕ. Я. Осипов. 3. Тата пăртак хывах сапса парсан, улăх уттинчен те кая юлмасть. Хыпар.

Кивçене кĕр

Кивçене кĕр входить [влезать, залезать] / войти [влезть, залезть] в долг (в долги).
Вĕсем, ĕç пирки тесе, ялтан пухса килнĕ укçасене пĕтернĕ хыççăн хулара та кивçене кĕрсе хăтланнă. И. Кузнецов.

Кондицие лар

Кондицие лар соответствовать кондиции.
Вăрлăхсене тасатса хунă, вĕсем пур культурăсем енĕпе те кондицие лараççĕ. Коммунизм ялавĕ.

Куçа ан вĕçерт

Куçа ан вĕçерт не сводить [не спускать] глаз с кого-чего, не отрывать глаз от кого-чего.
Шыв çинчен куçне вĕçертмест вăл — пулли хыпасса кĕтет ĕнтĕ. А. Янташ. Назаров ефрейтор вĕсем çинчен куçне те вĕçертмест. А. Алка.

Куçĕ сӳнчĕ

Куçĕ сӳнчĕ (сӳннĕ) [хупăнчĕ (хупăннă)], куçĕсем сӳнчĕç [хупăнчĕç] закрылись глаза у кого (умер).
Юлашки хут çиçсе сӳнчĕç Унăн çутă куçĕсем. Уйăп М. Анчах сирĕлми шур тĕтресĕр пуçне вĕсем нимĕнех те кураймаççĕ. Куçсем, ахăртнех, ĕмĕрлĕхех сӳннĕ. Н. Патман. Хайхин юн сивĕнчĕ, куç сӳнчĕ, Пĕлми пулса çĕре вăл тӳнчĕ. А. Пушкин. Халь вăл паçăрхи пек хăрăлтатмасть, шăпах выртать; куçĕсем хупăннă ун. В. Сатай.

Мала тух

Мала тух выходить / выйти в передовые, становиться / стать передовым.
Вăл пĕлтĕр те районĕпех Мала тухса парне илсеччĕ. П. Хусанкай. Ай, маттур-çке, пит маттур Пирĕн колхоз каччисем. Сар хĕрсемпе ăмăртса Мала тухаççĕ вĕсем. И. Тукташ. Халь хурçă лашасемпе мар, хурçă кайăксемпе те эпир тĕнчипе мала тухрăмăр. В. Паймен.

Мĕскĕне хур

Мĕскĕне хур считать / счесть бедным, жалким кого.
Хăйсене хăйсемех мĕскĕне хума хăнăхнă çавнашкал хавшак чунлă этемсен халне-хавалне, мăнкăмăллăхне хускатма, çĕклеме пĕтĕм чĕререн тăрăшмалла. А. Артемьев. Вĕсем хăйсене хăйсем пĕртте мĕскĕне хумаççĕ; мана, ют çынна, саламлаççĕ кăна. Чăваш календарĕ.

Намăса пĕл

Намăса пĕл стыдиться / постыдиться.
Вăл хăюллăскер, намăса пĕлменскер, Эрехшĕн пуçне те сутма хатĕрскер. Н. Шупуççынни. Вĕсем пире намăса пĕлмесĕр улталарĕç, пире вĕсем хамăр тăвансемпе — рабочисемпе хресченсене хирĕç çапăçтарчĕç. М. Белов.

Парăма кĕр

Парăма кĕр влезать [залезать, входить] / влезть [залезть, войти] в долги.
Юлашкинчен, мăй таранах парăма кĕрсе ларать, лашасăр, ĕнесĕр, пĕр пĕрчĕ тырăсăр тăрса юлать. Хв. Уяр. Çав вăхăтрах икçĕр киле яхăн выçă, çĕтĕк. Вĕсем пуянсене тахçанах парăма кĕрсе пĕтнĕ. Н. Патман.

Пăрахăçа тух

Пăрахăçа тух 1. приходить / прийти в негодность; 2. упраздняться / упраздниться;
1. Суя, кирлĕ мар япала пурнăçран майĕпе пăрахăçа тухать. М. Трубина. Мĕн тăвăн, ĕлĕкхи япаласем кирлĕ чухне пурнăçра пăрахăçа часах тухмаççĕ. А. Алка. 2. Эксплуататорла классене пĕтернĕ май вĕсем хирĕç тăнине пусармалли функцисем пăрахăçа тухрĕç. И. Кузнецов.

Пуç çĕклемесĕр

Пуç çĕклемесĕр (мĕн те пулин ту) не поднимая головы (что-либо делать).
Юнашарах — Макарăн ашшĕпе амăшĕ. Вĕсем пуç çĕклемесĕр выраççĕ. С. Аслан. Машинка умĕнче кăтра хĕр, айне хаçат хурса, ларать пуç çĕклемесĕр А. Алка.

Пуç тай

Пуç тай 1. кланяться / поклониться кому (делать поклон или поклоны в знак приветстовия, почтения, благодарности); 2. кланяться кому (униженно просить о чем-либо, заискивать перед кем-либо); 3. преклоняться / преклониться перед кем-чем (чувствовать глубокое восхищение к кому-либо, чему-либо); 4. преклоняпуся / преклониться перед кем-чем (покоряться).
1. Ĕçчене хыт хисеплет пучах. Пуç тайса кĕтсе илет. В. Харитонов. Телей сунса пуçа эп тайрăм, хастар бригадира курсан. К. Кольцов. Тухтар кĕрекери çынсене пуç тайрĕ те васкамасăр тухса кайрĕ. Н. Илпек. 2. Кун хыççăн ялти хресченсем те пуç тайма пуçлĕç. Кирлĕ пулсан, пуян хăта пулăшма та пултарать. Н. Мранькка. 3. Ача чухне пит шухă пулнă çав... Вăхăчĕпе, тен, та-ăхтарнă та. Каçар мана, пуриншĕн те каçар, учитель, Пуçа таятăп санăн умăнта. П. Васильев. Тусла пуплетĕн çамрăк сăвăçпа, ӳсме пиллетĕн, йывăр çул сунатăн. Сана пуç таяканĕ пĕччен мар, Нумай вĕсем, таçтан-таçтан килеççĕ. С. Шавли. 4. Чун илли мул пуçĕ пире хăратаймĕ. Унăн хăватне тек ĕççынни пуç таймĕ. С. Элкер.

Пуçа минрет

Пуçа минрет морочить [дурить] голову кому.
— Ав мĕнле çын иккен эсĕ? Темĕнле библисене, священнăй историсене асăнса халăх пуçне минрететĕн. С. Элкер. Хăйсен ирсĕр агитацийĕпе вĕсем салтаксен пуçне минретрĕç, вĕсене тăван аннемĕре — Российăна суттарса, ĕмĕр каçарма çук айăпа кĕртрĕç. || М. Белов. Каврушĕ, эрехпе пуçăма минретсе, Лисука сутăн илесшĕн пулчĕ. А. Артемьев.

Сасă пар

Сасă (сас) пар 1. отдавать [подавать] /отдать [подать] свой голос за кого; 2. подавать / подать голос (заявлять о своем присутствии, сказав, произнося что-либо); откликаться / откликнуться; 3. подавать / подать голос (давать о себе знать); 4. издавать / издать звук.
1. Валерий Чкаловшăн сас пачĕ пирĕн округ, Вăл пулчĕ пирĕн депутат. А. Ĕçхĕл. Вĕсем халăх пуххине пырса халăхпа пĕрле канаш туса сас памалла. Хыпар. 2. Аптраман тавраш вăранчĕ, Пуринчен малтан лаçран Пĕчĕк Петĕр сасă пачĕ: «Тăр, анне, чăпар автан Виççĕ авăтрĕ хы-ы-тă!» П. Хусанкай. 3. Вăрçă хыççăн сасă панă сăвăçсене пирĕн критика çителĕклĕ асăрхаса пыраймасть-ха. П. Хусанкай. Çапла, çав сулхăн Çурçĕрте вара Чăваш татах хăй сассине парать. А. Ĕçхĕл. 4. Пӳрт алăкĕ чĕриклетсе сас пачĕ. И. Тукташ. Ак вăрăммăн, пăртак салхуллăн Сас пачĕ кĕтнĕ пăрахут. П. Хусанкай. Картишĕнче, урамра, хулара шан та шан тутарса зениткăсем кĕрлетчĕç. Пĕр канмасăр, хăвăрт-хăвăрт сас паратчĕç. В. Алентей.

Суд умне тăр

Суд умне тăр быть привлечённым к суду.
...Эпĕ юлташсенчен çыру илтĕм. Вĕсем унта: «Ферма заведующийĕ пулнă Кунаровăн кĕçех тепĕр хут суд умне тăмалла», — тесе çырнă. Ю. Скворцов.

Çичĕ хут тире сӳ

Çичĕ хут тире сӳ драть / содрать семь шкур с кого.
Эй, тăвансем, эпир пуянсем епле пуйнине те пĕлетпĕр: пуянсем вĕсем — хăйсен асапĕпе пуйман, чухăн çынсен çичĕ хут тирне сӳсе пуйнă. И. Кузнецов.

Çука юл

Çука юл [ер, тух] беднеть / обеднеть.
Çичĕ кин кĕртекен пуйса кайнă, çичĕ хĕр паракан çука юлнă. Ваттисен сăмахĕсем. Кашни кĕркуннех Лавраç пичче ашшĕ çука юлнă çынсен ачисемпе уяв туса ирттернĕ. Хв. Уяр. Упăшкипе иккĕшĕ те хастарлă пулнипе, пушар хыççăн та вĕсем çука юлмарĕç. Хумма Ç. Пирĕн атте çук пулсан та, эпир, темле сăлтавпа, ытлах çука тухман. Пĕр ĕне усраттăмăр. Аттерен юлнă çур ят çĕрĕ пурччĕ. М. Данилов-Чалтун. Ах, аттеçĕм, аттеçĕм, мана ĕçтерсе-çитерсен, çука ерĕп терĕн пуль. Чăваш халăх юррисем.

Çывăх кур

Çывăх кур 1. считать / счесть за близкого человека кого; 2. почитать кого, дорожить кем.
1. Хăй тăлăх-туратне вăл лайăх астуса тăнă, çуксене-тăлăхсене çывăх курнă. 2. Çавăнпа колхозниксем хисеплеççĕ, пит çывăх хураççĕ ăна [конюха], пухусенче сума сăваççĕ. Н. Волков. Мирон Платоныч килте чухне Евтух аппăшĕ вĕсем патне пит пырсах çӳремест. Пĕрне-пĕри çывăх кураççĕ пулин те, пиччĕшĕпе йăмăкĕн сăмах килĕшменни час-часах пулать. В. Сатай.

Çын аллипе кăвар турт

Çын аллипе кăвар турт чужими руками жар загребать.
Америка империализмĕ хуть те хăçан та çын аллипе кăвар туртма вĕреннĕ. В. Краснов-Асли. Усеин-Сектсене эпĕ чĕрне хури тăршшĕ те шанмастăп. Вĕсем çын аллипе кăвар туртаççĕ. К. Турхан.

Çын ту

Çын ту выводить / вывести в люди кого.
Сахрун пиччепе инкен ача-пача пулман пирки вĕсем мана, арçын ачана, хăйсен тăван ачи пек пăхса ӳстерсе çын тунă. М. Данилов-Чалтун.

Тупа ту

Тупа ту давать / дать клятву, клясться / поклясться.
Эпĕ тăван музыкăна ĕмĕрлĕхех юратрăм, ăна тĕпчесе вĕренме, халăх юррисене пухма тусăмсем умĕнче тупа турăм. А. Артемьев. Партизансем кунта тăшмансене паçăрах кĕтсе ларнă, хăйсен юратнă юрăçине çакса вĕлернĕшĕн тавăрма тупа тунă вĕсем. Л. Агаков.

Укçа çап

Укçа (укçана) çап наживать / нажить деньги [капитал], ковать деньги, загревать / грести деньги лопатой.
Вĕсем тӳлĕç-ха, сахал мар укçа çапаççĕ. А. Артемьев. Ай-яй укçана çапать иккен вăл. Вăл тырăпа сутă туса укçа çапрĕ.

Хаяккăн вырт

Хаяккăн вырт лежать на боку [на печи]; син.: кăмака çинче пĕççе тăратса вырт.
Вĕсем хăяккăн выртсах хăйма çиесшĕн пулнă. В. Алентей. Выртать хăяккăн Хăяхван, Ан кĕт Хаяхвантан пайта. С. Шавли.

Хура кушак чупса каçнă

Хура кушак чупса каçнă (вĕсем хушшипе, хушшинче) чёрная кошка пробежала [проскочила] между кем.
Çапла Килтеш ялĕнчи икĕ карчăк хушшипеле хура кушак чупса иртнĕ. Юхма М. Вĕсем хушшинче, акă, хура кушак чупса каçрĕ тейĕн. В. Краснов-Асли.

Хута кĕр

Хута кĕр 1. заступаться / заступиться за кого; 2. помогать / помочь кому, служить / послужить подспорьем.
1. Хĕрхенсе хута кĕрекенни те, юратаканни те тупăнчĕ. А. Артемьев. Янкель хутне кĕнĕ салтака эп çав тери юратса пăрахрăм. С. Элкер. Кукаçи хăйĕн пĕртен-пĕр хĕрĕ хутне кĕрсе хĕрхенӳ ыйтрĕ. А. Медведев. 2. Çулла вĕлтрен те яшка тутине кĕртет, серте, пултăран та çăкăр хутне кĕрет. Хв. Уяр. Улми лайăх пулсассăн, çăкăр хутне кĕрет. Вăрманта тĕрлĕрен кăмпа, çырла ӳсет. Вĕсем пурте апат хутне кĕреççĕ.

Хушша кĕр

Хушша [хушша-хуппа] кĕр 1. мешать / помешать кому; прерывать / прервать кого; 2. совать / сунуть (свой) нос куда, во что, соваться / сунуться своим носом куда, во что.
1. Эсĕ çын калаçнă чух хушшине кĕрсе ан калаç. Вĕсем юмах янă чух вĕсен хушшине кĕрес-тăвас ан пулăр. 2. Ваçлей ашшĕ, Тимахви тимĕрçĕ, хăна пек, хушша-хуппа кĕмест. Ютран килнĕскер вăл. В. Погильдяков.

Хӳрине тӳле

Хӳрине (хӳрисене) тӳле показывать / показать пятки [хвост], удирать / удрать, убегать / убежать, сбегать / сбежать.
Вут пĕр шăхăрать те хирĕç, Эпир вĕрсенех сӳнет. Хӳрине тӳлерĕ нимĕç, Чупнăçем чикеленет... А. Алка. Суккăр тăшман, хӳрине тӳлес умĕн, урчĕ-урчех! Асăрхан та сыхлан. А. Алка. Чӳк уйăхĕнче кайзерсемшĕн курортри ăшă кунсем иртсе кайнă, вĕсем васкаса хӳрисене тӳленĕ те вут-кăвар тивсе илнĕ килĕсене вĕçтернĕ. Ю. Званацкий.

Хыçа юл

Хыçа юл оставаться / остаться позади [в прошлом].
Вăрçăпа выçлăх çулĕсем хыçа тăрса юлаççĕ. С. Элкер. Таçта хыçа юлнă тискер ĕмĕрсем Нихçан та текех çĕршыва килес çук. И. Малкай. Йывăр кунсем хыçа юлчĕç, анчах вĕсем нихçан та асран каймĕç. В. Краснов-Асли.

Чапа тух

Чапа тух прославляться / прославиться, заслуживать / заслужить славу.
Чапа тухсан, ан çĕклен. Ваттисен сăмахĕсем. Шавланă шкул, чи ырă ят янранă, Чăнах та, тухнă мухтавпа чапа. Я. Ухсай. Ах, маттур-çке, пит маттур Пирĕн колхоз хĕрĕсем. Каччăсемпе ăмăртса Чапа тухрĕçĕ вĕсем. И. Тукташ.

Чăм шыва ӳк

Чăм шыва [тара] ӳк покрываться / покрыться потом [испаримой], обливаться потом.
Çереме чĕрсе пыракан сухапуçне сĕтĕрсе, вĕсем пурте чăм шыва ӳкнĕ. М. Ухсай. Чăм тара ӳксе çӳрерĕ Шăрăхра Калля пичче, Иртенпех сӳре сӳрерĕ Ик вăрман тĕпекĕнче. Я. Ухсай. Икĕ купăсçă купăсĕсене выртсах тăсаççĕ, чăм шыва ӳкнĕ. А. Артемьев. Пĕтĕм çанçурăмĕпех Тимахви чăм тара ӳкрĕ. М. Ухсай.

Чĕлхене çырт

Чĕлхене [шăла] çырт прикусить [закусить] язык.
[Ваççа:] Чĕлхене çыртма вăхăтра пĕлмесен, эпир... аса илтеретпĕр учительницăна... Н. Терентьев. [Улюна:] Верук!.. Мĕн чĕлхӳне çыртса тăратăн? Илтмерĕн-им, епле иккĕн харăс хăртаççĕ вĕсем мана?! А. Кăлкан. — Апла ман та шăл çыртас, Маврана та хытарас, — тесе шут тытрĕ Макар. С. Аслан. Манăн сасса илтсен ватăраххи [конюх] шăлне шартах çыртрĕ, тек пĕр сăмах та калаймарĕ. П. Щипцов.

Чĕркуççи çине тăр

Чĕркуççи çине тăр [лар] становиться / стать на колени перед кем.
Тукай сăмахне пĕтерчĕ те пуçне тайрĕ, унтан майĕпен чĕркуççи çине тăчĕ. К. Турхан. Пыраççĕ вĕсем офицер умне, Лараççĕ кăпăрт! чĕркуççи çине. С. Элкер.

Чĕркуççи çине ӳк

Чĕркуççи çине ӳк падать / упасть [пасть] на колени перед кем, падать [припадать] / упасть [пасть] к ногам [к стопам] кого, чьим.
Хресченсем нихçан та ун пеккине курман; çак пирĕшти умĕнче вĕсем чĕркуççи çине ӳкеççĕ. И. Гончаров.

Чĕрре кĕр

Чĕрре кĕр горячиться, задираться, лезть / полезть в бутылку [в пузырь].
Кун пек чухне чĕрре кĕме юрамасть, халăха хирĕçтерсе ярсан, хăв пĕччен тăрса юлатăн. А. Талвир. Çур çухрăмран мишеньсене Ала пек турĕç пульăсем. Ак мĕн кĕтет тăшмансене Чĕрре кĕрес пулсан вĕсем. Ю. Семенов.

Чун кĕрет

Чун кĕрет 1. оживает, оживляется, приходит в движение; 2. приходит в себя.
1. Вĕсем, Аринкăпа иккĕшĕ, пырса кĕнĕренпе ман киле чун кĕчĕ. Г. Харлампьев. Ӳсентăрансене чун кĕрет, чĕрчунĕсем те нумайăшĕ хĕллехи ыйхăран вăранаççĕ. Чăваш календарĕ. Вара Сашшукăн пӳрнисене тин ăшăнса чун кĕчĕ. А. Ĕçхĕл. Хайхи машинăна тин чун кĕчĕ. А. Ĕçхĕл. Шăрçа пек тикĕс çырнă саспаллисем, сасартăк чун кĕнĕ евĕр, [Ванюш] куçĕ умĕнче куçкалама пуçларĕç. В. Ухли. 2. [Колхоэница:] Кайран вара, пухуран тухсанах, чун кĕрет колхозниксене. Эх, пакăлтатма пуçлаççĕ. В. Алентей.

Шăртне тăрат

Шăртне (шăрчĕсене) тăрат ощетиниваться / ощетиниться, сердиться / рассердиться, злиться / разозлиться, обозлиться.
Тăшмансем пире пур енчен те шăртне тăратса хăратма пăхаççĕ. Ю. Званацкий. Анчах ку тăшман куян чунлă мар. Тăратать шăртне, тигр пек хаяр, çаврăнать те — шăл шатăртаттарать, Хытăрах çыртма çăварне карать. С. Шавли. Çурхи хĕвел çу пек шăраннăçем Юр кĕрчĕсен ай-ай вилес килмест: Шăрчĕсене тăратнă, ав, вĕсем Хир сыснисем пек Сивĕ те çиллес. Ю. Семенов.

Шыва яр

Шыва яр [пăрах] топить кого.
Вĕсем ĕмĕрне те хăйсен юлташне шыва пăрахса хăварас çук. Ах, чим-ха ачасем... Çынна ахалех элек тăрăхах шыва ярас мар. С. Элкер.

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

авангардист

ç.с., иск. Пултарулăхра авангард (авангардизм) мелĕсене тĕпе хуракан, пурнăçа пач çĕнĕлле сăнласа паракан ӳнерçĕ (туп.) е çыравçă. Шухăшĕ-ĕненĕвĕпе вăл [Б.Чиндыков] кĕретех авангардист,... ун ăс ирĕкĕ тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтерет, унăн эстетика тĕллевлĕхĕ ... хăнăхнă ăслайсене хирĕç-лет. Ю.Яковлев //ХЧЛ, 1990, 6—7 с. «Абстракционистсемпе» «авангардистсем» айкашни тарама кайрĕ, çĕршывăмăра та, урăх çĕре те тухаймарĕç вĕсем. Я-в, 1992, 9 /, 18 с. Карягина авангардист сасси, чăнах та, уçăмлă мар. Х-р, 3.09.1996, 4 с. Тĕп вырăнта вара [куравра]60-мĕш çулсенчи авангардистсен картинисем. ÇХ, 1997, 48 /, 8 с.

автан

1. Ç.п., астрол. Хĕвелтухăç йăлипе çулталăксен ылмашăвне кăтартакан вуникĕ паллăран (чĕрчунтан) вуннăмĕшĕ. Вьетнам, Китай, Япони, ... ытти хăш-пĕр çĕршывсен календарĕнче кашни çулталăка выльăх-чĕрлĕх тата тискер кайăк ятне панă. Çав ятсем 12 çулхи çаврăмпа ылмашăнса пыраççĕ. Вĕсем çаксем, 1. Йĕкехӳре (Шăши). 2. Ĕне (Вăкăр). 3. Тигр. 4. Куян (Кролик). 5. Аç-таха. 6. Çĕлен. 7. Лаша. 8.Сурăх (Така). 9. Упăте. 10. Автан (Чăх). 11. Йытă. 12. Сысна (Кабан). КЯ, 15.05.1988, 4 с. Шухăшлавçăсем, ăсчахçăсем Автан çулĕнче çуралаççĕ. ЯБ, 1990, 1 /, 62 с. — Автан çулне кĕр (Х-р, 22.03.1993, 4 с.; ÇХ,1998, 1 /, 5 с.). 2. Ç.п.,астрол. Çак чĕрчунпа палăртакан çулталăкра (Автан çулĕнче) çуралнă çын. Автана кăçал ĕмĕтсем татăлни кулянтарма пултарать. Т-ш, 13.02.1991, 8 с. Автансем ... çĕнĕ çула та асăрхануллăн йышăнаççĕ. ÇХ, 1998, 52 /, 7 с. Автан çитес çул чылай лăпкăрах тата ирĕклĕрех пурăнма пултарать. ÇХ,1999, 49 /, 8 с. — Автан-хĕрарăмсем, Автан-арçынсем (Х-р, 31.12.1992, 3 с.). 3. П.п., калаç. Ирĕлтернĕ сахăртан ачасене ĕмме хатĕрлекен пылак çимĕç. П.Большаков хăйĕн килĕнче пылак автансен «инкубаторне» уçнă. К-н, 1966, 9 /, 12 с. Сахăртан тунă «автан». Х-р, 20.01.1994. 4. П.п., калаç. Чупкăн арçын; хĕрарăм кĕтӳççи, ĕревĕç. Пĕлтĕр мана «автан» тесе чĕнетчĕç. Çук, Автан çулĕнче çуралнăран мар, чиперккесене час-час улăштарнăран. ÇХ, 1998, 42 /, 10 с. Çав мехелпех пуçлас пуль сăмаха... Каçтака мар, автан шырамалла. ТА, 1998, 1 /, 36 с.

автопасар

ç.с. Автомобильсемпе тата вĕсен саппас пайĕ-семпе сутă тăвакан вырăн. Автопасарсенче малтан 5 пинпе — аванах «Москвич», вуннăпа — «Жигули» туянма пулатчĕ. ÇХ, 1998, 46 /, 3 с. Çĕмĕрле хулинче вĕсем [пасарсем] виççĕ таранах — «Тĕп пасар», «Симĕс пасар» тата автопасар. Х-р, 3.08.2000, 2 с.

акăлчанлан

ç.с. Акăлчан евĕрлĕ пул, акăлчана тух. Пур çавнашкал «вырăсланакансем» пĕчĕк йышлă халăхсем хушшинче... Влаçа акăлчансем килсе ларсан, вĕсем çак çеккунтрах «акăлчанланма» та хатĕр. А.Т.-Ыхра, 2000, 57 с.

альянс

ç.с. Организацисен (тĕсл., политика пар-тийĕсен), патшалăхсен е çынсен ушкăнĕ пĕр-пĕр тĕллевпе вăхăтлăх чăмăртанни. Вĕсем ... Жан Кусто çĕршывĕн яш-кĕрĕмĕпе тахçанах çыхăннă-мĕн, малашне альянс (пĕрлĕх) туса хурасшăн. ÇХ, 1998, 46 /, 4 с. Вулакансем «Альянс» ушкăн солисчĕсемпе паллаштарма ыйтса çыру хыççăн çыру яраççĕ. Т-ш, 1999, 8 /, 12 с. Çак «вăртахлăха» (альянса) хăй вăхăтĕнче Ф.Тютчев питĕ ăнăçлă питленĕ. Х-р, 13.04.2000, 2 с.). — Çурçĕр Атлантика альянсĕ (Х-р, 13.04.2001, 3 с.)

арăслан

ç.п., астрол. Çулталăк çаврăмĕпе пыракан Хĕвел çав ятлă çăлтăр ушкăнне кĕрсен (24.VII—23.VIII) çуралнă çын. Арăсланăн сывлăха упрама тăрăшмалла. Т-ш, 27.02.1991, 7 с. Арăслансен сывлăхĕсем çирĕпленĕç, вĕсем хăйсен пултарулăхĕпе витĕмлĕхне кăтартĕç. К-ш, 1997, 39 /, 8 с. Эпĕ 33 çулта, ...гороскоппаАрăслан. ÇХ, 1999, 1 /, 10 с. Арăслансене пла-нетăсем çĕнĕ ĕç шырама канаш параççĕ. ХС, 1999, 14 /, 4 с.

артаклăх

п.с. Киленӳ, йăпану; канăçлăх. Виçесĕр çăмăл артаклăх тулнă чунăма. Г.Орлов, 1982, 38 с. Кунта [кăнтăрта] сăмах та техĕмлĕ сĕре... Артаклăх сиплĕхне туять чĕре. В.Энтип, 1987, 71 с. Пĕтĕм тĕнче çылăхлă артаклăх пек... Сан пĕтĕм сăн-питӳ артаклăхпа çунса тăратчĕ. Я-в, 1991, 7 /, 18 с.; 19 с. Вĕсем тĕппипех артаклăх тыткăнĕнче, çут тĕнче çук вĕсемшĕн халĕ, иккĕшех. В.Эктел, 1996, 59 с.

ахрат

1. П.п. Çĕр тĕпĕ, тĕпсĕр ханкăр, хăямат; тамăк шăтăкĕ. Анчах хаяр сив тинĕс авăрĕ, çилпе çĕкленейсе, пурне те ахрата путарнă. И.Тукташ, 1958, 129 с. Яла пырса кĕнĕ çĕрте ахрат пек тарăн çырма ахăрса выртать. К-н, 1966, 20 /, 5 с. Ăспала инкек çеç курăн, ахратра асăнмĕç. Н.Теветкел,1982,59 с. Вĕсем халăхпа пĕрле тӳпене çĕкленнине те, ахрата ӳкнине те ӳсĕмпе тăкакачăтса ирттернĕ. Ч-х, 1999, 28 /, 2 с. 2. П.п., ятлаç. Хăямат, эсрел, мур илесшĕ, çĕр çăтасшĕ. Кайăр, кайăр, сирĕннисем [упăшкăрсем] те çавăнта, ахрат кафинче! //К-н, 1973, 1 (2) /, 3 с. Пĕлтĕр те, ахрат, вăтăр икĕ кун прогул турĕ. К-н, 1984, 19 /, 7 с. Эрех лĕрккесе лартнă та, ахратсем, пуçтахланма пуçланă. ХС, 1996, 3 /, 2 с.

бензопăчкă

п.с. Бензинпа ĕçлекен моторлă пăчкă. Эйпеç тăрăхĕнче кашни килте тенĕ пекех мотоцикл е бензопăчкă пур. К-н, 1979, 9 /, 4 с. Вут-шанкă татмалли бензопăчкă тупса параймăн-и. К-н, 1984, 4 /, 5 с. Хăйсемпе пĕрле вĕсем ... пăчкă та илсе килмен. Бензопăчкă çинчен сăмах та çук. Х-р, 16.09.1992, 4 с. — бензопăчкă ыйт (ЯБ, 1990, 10 /, 40 с.); бензопăчкă туян (С-х, 2000, 18 /, 4 с.).

бизнес-проект

ç.с. Бизнес-планăн чи пĕлтерĕшлĕ пайĕ, шăнăрĕ (туп.). Çынсене çĕнĕ ĕç вырăнĕсем туса парассипе çыхăннă чи лайăх бизнес-проект сĕнекен предприятисемпе организацисем валли конкурс ирттерме йышăннă. Х-р, 23.02.1994, 1 с. Бизнес-проектпа бизнес-плансене икĕ-виçĕ çул малтан туса пыратпăр, вĕсем пурнăçлансассăн чунтан савăнатпăр. ХС, 1999, 11 /, 2 с. Бизнес-проектсенче ... промышленноç тата ялхуçалăх производствин экономика инфраструктурине аталантарма е реформăлама ятарлă сĕнӳсем пулмалла. Х-р, 7.04.2001, 1 с. — бизнес-проект çыр (ÇХ, 2001, 33 /, 9 с.).

бизнес-центр

ç.с. Пуçаруллă идейăсене пĕтĕçтерекен, ĕçлĕ çынсене пулăшу кӳрекен йĕркеленӳ (организаци). Бизнес-центр бизнеса пулăшасшăн. Х-р, 30.06.1995, 1 с. Республикăри бизнес-центр предпринимательсене проектсем хатĕрлеме пулăшать. Х-р, 14.02.1997, 1 с. Вĕсем [инвесторсем] Шупашкар юхан шыв порчĕн таврашĕнче Тĕнче бизнес-центрне тăвассипе чăнласах интересленнĕ. Х-р, 18.09.2001, 1 с.

биоэнергетика

, ç.с. 1. Биохăват (туп.). Çакă [биоэнерго-тренинг] организмăн пытаннă резервĕсене тата биоэнергетикине сывлăхшăн ĕçлеттерме кирлĕ. Х-р, 4.03.1994, 3 с. Пирĕн тавра йывăç япаласем мĕн чухлĕ нумайрах — биоэнергетика тавралăхĕ çавăн чухлĕ тасарах. С-х, 2000, 27 /, 4 с. — биоэнергетика пулăмĕсем (Х-р, 17.06.1992,4 с.); биоэнергетика упражненийĕсем (Х-р, 4.03.1994, 3 с.). 2. Вышкайсăр туйăмлăхпа, биохăватпа (туп.) усă курса чир-чĕре палăртни тата сиплени (биотока витĕм кӳни, биоуя тӳрлетни, сĕртĕнмесĕр массаж туни). Пирĕн Центрта [Психо-терапи центрĕнче] биоэнергетика енĕпе 5 специалист, пурте вĕсем ăста врачсем. Х-р, 17.06.1992, 4 с. Массаж туни, тĕрлĕ курăк настойĕ хатĕрлени, биоэнергетика мелĕпе усă курни. Х-р, 18.09.1992, 3 с. — биоэнергетикăпа аппалан (Л.Сачкова, 1996, 96 с.).

видеоаппаратура

ç.с. Видеофильмсем ӳкермелли тата курмалли техника (видеокамера, видеомагнитофон, видеоплейер т.ыт.те); видеотехника. Милиционерсем вĕсем [вă-рăсем] патĕнче мĕн кăна тупман, компьютерсем, видеоаппаратура, ытти техника. Х-р, 14.03.2000, 4 с. Видеоаппаратурăшăнах касса, пăвса вĕлернĕ тенине тăтăшах илтетпĕр вĕт. А-у, 2001, 1 /, 2 с. Хĕрсене [каччăпа паллашма] аудио-, видеоаппаратура сутакан лавккана кайма сĕнетĕп. ÇХ, 2001, 49 /, 11 с.

видик

ç.с., калаç. Видеомагнитофон (туп.). Вĕсен [хальхи çамрăксен] идеалĕ эпир ӳссе çитĕннĕ чухнехи ... мар, видик та те-лек кăна. В.Эктел, 1996, 110 с. «Пирĕн магнитофон, пирĕн»,савăнса пĕлтернĕ вĕсем, чутах сутса яман «видика» курсан. ÇХ, 2000, 6 /, 4 с. Çак «видика» манăн ывăлтан ... çулталăк пуçламăшĕнчех туртса илнĕччĕ. ÇХ, 2000, 14 /, 4 с. Ашшĕ-амăшне вара видике е плейере тусĕсенчен вăхăтлăха усă курма илтĕмĕр тесе улталанă. ÇХ, 2001, 33 /, 8 с. — чаплă видик (ÇХ, 2001, 39 /, 12 с.).

вульгарлă

п.с. 1. Пăсăк, тӳрккес, урмăш; тӳнтерле (туп.). Ватта юлнă хĕртен те «таса» вульгарлă социологсем. В.Энтип //ТА, 1988, 10 /. 52 с. Вĕсем [критиксем] вульгарлă социологизма пăрахса (ăна тахçанах сивленĕ ĕнтĕ), ытларах илемлĕхе тĕпчемелле тесе темиçе те каларĕç. Ип.Иванов //Я-в, 1991, 3 /, 19 с. Теори пайне ют япаласем кĕртсе янине пула программăра вульгарлă социологи тени пысăк вырăн йышăнать. Г.Федоров //ХШ, 1999, 2 /, 111 с. 2. Килпетсĕр, килĕшӳсĕр, латсăр. «Стриптиз» тени Америкăран килсе ернĕ чи вульгарлă эстрадăн хăйне уйрăм тĕслĕхĕ пулать. Уйăп М., 1966, 313 с. Эстрада валли çырнă юрăсем те темле вульгарлă илтĕнеççĕ. КЯ, 25.10.1990, 4 с. — ВЧС, 1971, 102 с.; ВЧС, 1951, 84 с.

гей

ç.с., калаç. Гомосексуалист, кăвакки (туп.). Вĕсем Раççейре гейсемпе лесбиянкăсен пĕрремĕш информаци центрне туса хурасси çинчен каласа панă. Х-р, 26.08.1993, 4 с. Каярахпа Олег гейсем çинчен çырнă литература туяннă, порнокассетăсем илнĕ. Т-ш, 2000, 31 /, 4 с. — гей-клуб (ÇХ, 2003, 8 /, 10 с.).

динамовец

п.с. «Динамо» спорт пĕрлĕхĕн (об-ществин), «Динамо» командăн спортсменĕ. Шупашкарти А.Трофимов динамовец та тĕнче класлă спорт мастерĕ пулса тăчĕ. Х-р, 19.09.1996, 4 с. Турнирăн çĕнтерӳçи ятне Шупашкарти динамовец, милици майорĕ ... В.Голландцев тивĕçрĕ. Х-р, 18.11.1998, 4 с. Вĕсем динамовецсене 0 , 3 шутпа выляса янă. Х-р, 16.07.1999, 4 с. Çĕнĕ ăмăртăвăн пĕрремĕш çаврăмĕнчи вăйăсенче агрегатчиксем динамовецсемпе хăнара тĕл пулнă. Х-р, 23.01.2001, 4 с.

ельцинизм

ç.с., тирк. 1991—1999 çулсенче Раççей Президенчĕ пулнă Б.Н.Ельцин таврашĕ тата вĕсем тытса пынă политика. Пĕчченлĕхри нишлĕ ватлăх Раççейрен ельцинизмпа пĕрле кайĕ. Ч-х, 1999, 14 /, 2 с. Чăваш президенчĕ Ельцин кунĕсем пĕтсе пынине тата Раççейри ельцинизм анăçри ятарлă службă-сене ... пулăшма хушасса туйнă пулас. Ч-х, 1999, 27 /, 6 с. Вĕсен сăнĕсенче ельцинизмăн хуп-хура паллисем. Ч-х, 1999, 28 /, 2 с.

идеологилен

ç.с. Идеологи витĕмне лек, идеологипе минре. Вĕсем ... ытлашши «идеологиленсе кайнă» ăс-тăнлăччĕ. В.Энтип //Я-в, 1991, 7 /, 6 с.

импичмент

ç.с., полит., юрид. Саккуна сĕмсĕррĕн пăснăшăн çĕршыв парламенчĕ президента ятарлă йĕркепе ĕçрен кăларни. Пĕрисем Ельцина импичментпа хăратаççĕ, теприсем Хасбулатова вырăнтан кăларасшăн. Х-р, 16.09.1992, 2 с. Ятарлă прокурор вара Клинтона влаçран сирес тĕллевпе импичмент процесне пуçарма ыйтать. ÇХ, 1998, 39 /, 8 с. Вĕсем çĕршыв президенчĕн импичментне ирттерессишĕн тăрăшнă. Ч-х, 1999, 28 /, 2 с. — импичмент процедури (Х-р, 13.02.1997, 2 с.; ÇХ, 1998, 46 /, 8 с.; Ч-х, 1999, 28 /, 2 с.).

кадет

1, ч.с., полит. 1990 çулта чĕрĕлнĕ Конституцилле демократсен партийĕн йышне кĕрекен çын. Унта ... М.Астафьевăн кадечĕсем те пур вĕсем державăшăн кĕрешеççĕ, ... уйрăм çын харпăрлăхĕшĕн тăрăшаççĕ. Х-р, 2.09.1992, 2 с. Христиан-демократ-сем е кадетсем вара рынокшăн. Х-р, 20.10.1992, 1 с. Раççей либерал-демокрачĕсем, кадетсем, «Яблоко» членĕсем хальхи Президента хӳтĕлĕç. Х-р, 24.09.1996, 1 с.

кинобоевик

ç. с. Боевик (туп., 1). Кинобоевиксенче çын çынна шелсĕррĕн хĕненине... курса хамăр та çын пурнăçне хĕрхенме пăрахрăмăр. Х-р, 5.09.1992, 1 с. Вырăнти телерадиокомпанисене кинобоевиксем кăтартма чарнă, мĕншĕн тесен вĕсем террористсемшĕн кăтарту пособийĕсем пулма пултараççĕ. Х-р, 29.06.1995, 3 с.

кока-кола

ç.с. Ăша уçăлтарса хавал кӳрекен газлă пылак шыв тĕсĕ. Пурте «сникерспа» «марс» е «кока-колăпа» «фанта» сутаймаççĕ. Х-р, 25.02.1997, 3 с. Варвитти чухне ... лимонадпа, [кока-] колăпа, сĕтпе апатра ан усă курăр. С-х, 1999, 1 /, 2 с. Кока-колăсемпе пепсисене ăмсанар мар, вĕсем ăш пиçнине те ирттермеççĕ. С-х, 2001, 32 /, 1 с.

кукка

п.п., куçăм. Ĕç вырăнĕпе (должноçпа) усă курса пĕлĕш-тăванне пулăшу кӳрекен çын; хунтă. Вĕсем виççĕмĕш класлă водительсенчен чип-чиперех «пĕрремĕш класлисем» пулса тăнă, ... ырă куккасем пулăшнипе. К-н, 1987, 8 /, 3 с. «Кукка» пулмасан ан та сĕкĕн [Пуçелĕк]. ÇХ, 1996, 2 /, 2 с. Анчах таса карьера пултăр... Хыçран пĕр-пĕр «кукка» тĕртсе пырать-тĕкпачах урăх калаçу. ÇХ, 1999, 39 /, 12 с. Пĕр-пĕр «пуян кукка» пулăшăвĕ кирлĕ-мĕн кунта. ТА, 2003, 2 /, 72 с. — палланă «кукка» (ÇХ, 1996, 2 /, 2 с.); хулăн кĕсьеллĕ куккасем (ÇХ, 2001, 14 /, 3 с.); пысăк вырăнта ларакан «кукка» (Ар, 2001, 21 /, 2 с.).

куравçă

ç.с. Спектакль-концерт, ăмăрту-шоу е фильм пăхакан çын; куракан. Артистсен пуплевне куравçăсем тĕслĕх вырăнне хураççĕ, вĕсем пек калаçма тăрăшаççĕ. И.Павлов //ТЧИТ, 1991, 11 с. Пурте вĕсемюрлакансем те, ташлакансем техăйсен пултарулăхĕпе куравçăсене савăнтарма тăрăшрĕç. ÇХ, 1999, 12 /, 9 с. Ăслă та чее телерепортерсем куравçăсене подсознани урлă витĕм кӳме хăтланаççĕ. Ч-х, 1999, 27 /, 7 с. Пин-пин куравçă ячĕпе [Пуçелĕк]. Х-р, 29.05.2001, 4 с. — хисеплĕ куравçăсем (Т-ш, 1998, 9 /, 3 с.); пĕчĕк куравçăсем (Х-р, 4.10.1998, 4 с.); ирĕксĕр куравçăсем (Х-р, 25.07.2000, 3 с.); совет куравçисем (Х-р, 12.07.2002, 3 с.). — танл., телекуравçă.

кӳрентерӳ

п.с. Хур туни, мăшкăл туни, хăртни, эрлентерни. Кунта та хăйсен кăмăлне ирĕклĕн, пĕр кӳрентерӳсĕр тивĕçтерчĕç вĕсем. К-н, 1984, 9 /, 10 с. Туслăх пирĕн пĕлĕтсĕр, çук кӳрентерӳ. М.Сениэль, 1990, 8 с. Çеçпĕле вырăсла çапла асăннине пысăк кӳрентерӳ вырăнне хуратăп. Х-р, 10.11.1999, 4 с. — ВЧС, 1971, 452 с.

лăплантару

, п.с. Ăша вырттарни, сапăрлани; йăпату. Халăхăн ватăлнă пайне лăплантарупа килĕшӳ сăмахĕ калама пултарчĕç вĕсем. Б.Чиндыков //П-н, 1990, 2 /, 9 с. Шалти политикăра Горбачев 10 процент хăратупа тата 90 процент лăплантарупа усă курнă. Х-р, 13.03.1996, 3 с. Тĕн кĕнекисенче час-часах тĕл пулакан чылай сăмах революци хыççăн тухнă чăвашла-вырăсла словарьсенче ... тивĕçлĕ вырăн тупайман, лăплану, ... ӳпкелӳ, тиркӳ, лăплантару. ЧЧП, 1999, 134 с.

лидерлăх

ç.с. Çул пуç пахалăхĕ; ертӳçĕ тивĕçĕ-тайăнĕ. Вĕсем пĕр тантăш мăшăрсенчен кăшт кăна аслăрах-ха, анчах ... лидерлăх палли пурсăпайлă, ăслă, кăмăллă лидерлăх. А.И.-Ехвет //Х-р, 12.09.1996, 3 с. Ăна тума нимле пултарулăх та, нимле тавçăрулăх та, нимле «лидерлăх» та кирлĕ мар. Д.Гордеев //Х-р, 2.08.2000, 4 с.

магнитоальбом

ç.с. Магнитлă альбом (туп.). Вĕсем [çĕнтерӳçĕсем] Г.Ваккун «Пĕр сана» магнитоальбомне илме тивĕçлĕ пулчĕç. Т-ш, 1999, 6 /, 11 с. Хальлĕхе хам тĕллĕн шоу йĕркелеме иртерех пуль тетĕп... Çитес вăхăтра магнитоальбом кăларасшăн. Ар, 2001, 14 /, 1 с.

неформал

ç.с. Тĕллев-интереса тĕпе хурса йĕркеленнĕ, официаллă майпа çирĕпленмен пĕрлешӳре тăракан çын. Наци пĕрлешĕвĕсен шайĕнче кăна «неформалсем» вăй илме пултарнă. Х-р, 15.09.1992, 2 с. Ура! Неформалсем, çурла уйăхĕн вĕçĕнче тĕп хуламăрти рок-клубра çĕнĕ сезон уçăлчĕ. ÇХ, 1998, 37 /, 10 с. Неформалсем пур-ха ĕнтĕ... Вĕсем Ленин палăкĕ хыçĕнче, Чапаев скверĕнче ... пуçтарăнаççĕ. ÇХ, 1999, 39 /, 12 с. «Неформалсен» (вĕсене ун чухне çапла калатчĕç) форумĕсене хутшăнаттăм та тĕп редактор пӳлĕмне информаци йăтса кĕреттĕм. Х-р, 15.08.2000, 1 с. — неформал-организацисем (КЯ, 19.09.1989, 2 с.).

парнелӳ

п.с. Асăнмалăх япала халаллани; парне пани. Ăна [сирень туратне] именчĕклĕн эп тăсрăм сан енне... Телейлĕччĕ маншăн парнелӳ саманчĕ. М.Сениэль, 1971, 33 с. Питĕ мăнаçлăн пырса çитрĕç вĕсем парнелӳ церемонине ... Камăн укçа пур, çавă хуçа паян. ÇХ, 1997, 38 /, 4 с. Парнелӳ килĕшĕвĕ (договор дарения) пирки парнелекен хăй те, ... çынсем те тавăç тăратма пултараççĕ. ЫХ, 2001, 20 /, 2 с.

патшалăхлăх

ç.с. Наци (этнос) суверенитетне па-лăртмалли тата хӳтĕлемелли май; патшалăх тытăмĕ, патшалăх йĕрки. Патшалăхлăх кунĕпе çыхăннă уявра та вĕсем сумлă хăна-сем пулнă. ÇХ, 1998, 46 /, 2 с. 1995 çултанпа республикăра эпир çуллен çĕртмен 24-мĕшĕнче Чăваш патшалăхлăх кунне паллă тă-ваттăмăр. Х-р, 28.04.2000, 2 с. Çакă Раççей патшалăхлăхне кон-ституциллĕ мар меслетпе хаклани пулать. Х-р, 11.08.2000, 1 с.

пăнтăх

пăнтăх вăхăт, пăнтăх самана е пăнтăх самани, пăнтăх тапхăрĕ, ç.я. Обществăпа экономика аталанăвĕ хытса ларнă вăхăт; аталанусăр тапхăр (туп.). Аталанусăр иртсе кайнă çулсем вĕсем — пĕтĕмпех пăнтăх вăхăт. КЯ, 24.02.1989, 3 с. Пăнтăх тапхăрне каялла тавăраймĕç [Пуçелĕк]. ХС, 1991, 15 /. Унăн сăнарĕнче ... пăнтăх (застой) тапхăрĕнче вăй илнĕ тӳнтерлĕхсем палăрма пуçланă. ЧЛ, 1994, 11 кл., 47 с. — пăнтăх саманин палли (П-н, 1991, 21 /, 10 с.); пăнтăх тапхăрĕнчи çынсем (Я-в, 1990, 5 /, 28 с.); «пăнтăх вăхăтĕнчи» çулсем (ÇХ, 1998, 50 /, 9 с.); «пăнтăх самана» çăмăллăхĕсем (ТА, 1998, 1 /, 37 с.).

перекетсĕрлĕх

п.с. Пурлăха тирпейлĕ тытма пĕлменни, пуçтарусăр пулни. Çак тумхахлă çул çинче ăна [завода] каялла тĕкме хăтланакансем те тупăнаççĕ. ВĕсемХуçасăрлăх тата Перекетсĕрлĕх. К-н, 1984, 7 /, 4 с. Тепĕр хăруш тăшман вăлперекетсĕрлĕхпе тирпейсĕрлĕх. Х-р, 17.07.2001, 2 с. — сăмах перекетсĕрлĕхĕ (Н.Петров // Я-в, 1973, 3 /, 29 с.).

петтинг

ç.с. Арлăх çыхăнăвне кĕмесĕр пĕр-пĕрин ачаш вырăнĕсене сĕртĕнсе (чуп туса, тăрмаласа т.ыт.) киленни; савăшу вăййи, ачашлану (туп.). Ачаран иртсе пăча шайне çиткелесен, 15—16 çулсенче, кăмăла онанизмпа тата петтингпа тивĕçтереççĕ. Я-в, 1991, 3 /, 32 с. «Петтинг» сăмах эрогенлă зонăсене ачашласа туйăмсене вăратнине пĕлтерет. С-х, 1998, 7 /, 4 с. «Сивĕ» хĕрарăмсем петтингпа усă кураççĕ, кун пек чухне вĕсем оргазм та туяççĕ. ÇХ, 1999, 10 /, 5 с.

потенци

п.с. Арçыннăн ар çыхăнăвне кĕмелли хевти; ар пултарулăхĕ (туп.). Потенципĕр-пĕрне юратма пултарни. Я-в, 1991, 1 /, 32 с. Организма çирĕплетме тата потенцие ӳстерме арçынсен кашни кун вĕлтĕрен чейĕ ĕçмелле. С-х, 1998, 7 /, 1 с. Вĕсем çак сĕтре [кăкăр сĕтĕнче] потенцие ӳстерме пулăшакан япаласем пур тесе шутланă. ÇХ, 2000, 39 /, 11 с.

приватизаци

ç.с. Патшалăхăн (е муниципалитетăн) пурлăхне уйрăм çынсен аллине укçалла е тӳлевсĕр майпа куçарни. Художниксен союзĕ мастерскойсене приватизаци тăвасшăн та укçасăр чăвашсенчен хăтăласшăн. Х-р, 28.07.1992, 3 с. Приватизаци чекĕ Раççейĕн кашни гражданинне приватизаци ĕçне хутшăнма май парать. Х-р, 24.09.1992, 2 с. Вăхăт ... приватизаци «çитĕнĕвĕсене» çĕнĕлле хаклама хистет. ХС, 1999, 17 /, 3 с. Чубайс пуçланă приватизаци аферисемпе... пуйнă вĕсем. Ч-х, 1999, 28 /, 2 с. — приватизаци пурнăçла (Я-в, 1992, 9 /, 10 с.); привати-заци свидетельстви (Х-р, 30.07.1992, 1 с.); приватизаци прог-рамми (Х-р, 4.03.1993, 3 с.); приватизаци килĕшĕвĕ (ЧÇ, 1998, 14 /, 13 с.); — пĕчĕк приватизаци (Х-р, 22.01.1994, 3 с.); халăха хирĕçле приватизаци (Х-р, 6.06.1997, 2 с.); вăрă-хурахла приватизаци (Ч-х, 1999, 28 /, 2 с.).

пристав

ч.с, ч.я. Суд йышăнăвне пурнăçа кĕртекен ятарлă çын. ЧР Юстици министерствинче Чăваш енри судсен 69 приставĕ тупа турĕ (ку сăмаха хăнăхман-ха эпир, ... унчченхи суд исполнителĕсем вĕсем, приставсем). ÇХ, 1998, 7 /, 2 с. Предприятие штраф хунă-ха, анчах суд приставĕ пырса пурлăха арестлени пирки хальлĕхе сас-хура пулмарĕ. ÇХ, 1998, 49 /, 2 с. Сĕнтĕрвăрри райсучĕн приставĕн вара айăплисен парăмне шыраттарса илме хевти ... çитмест-ши. К-н, 2002, 7 /, 4 с. Пристав пысăккăн «хыпасшăн» [Пуçелĕк]. К-н, 2002, 16 /, 15 с.

прихватизатор

ç.с., сивл. Патшалăх харпăрлăхне ултавлă майпа хăй аллине çавăрса илнĕ çын. Вĕсем, тĕрлĕ «прихватизаторсене» хӳтĕлесе, Пурлăх комитечĕн ĕçне хавшатма тăрăшаççĕ. Х-р, 22.01.1994, 3 с. Заводсене рабочисене тавăрса памалла, «прихватизаторсене» ссылкăна ăсатмалла. Х-р, 15.08.2000, 3 с. «Прихватизаторсем» предприяти ертӳçине Мускав таврашĕнченех илсе килсе лартасшăнччĕ. Ар, 2001, 6 /, 1 с. — партократ-прихватизатор (Х-р, 22.07.1992, 2 с.).

суд приставĕ

ч.с, ч.я. Суд йышăнăвне пурнăçа кĕртекен ятарлă çын. ЧР Юстици министерствинче Чăваш енри судсен 69 приставĕ тупа турĕ (ку сăмаха хăнăхман-ха эпир, ... унчченхи суд исполнителĕсем вĕсем, приставсем). ÇХ, 1998, 7 /, 2 с. Предприятие штраф хунă-ха, анчах суд приставĕ пырса пурлăха арестлени пирки хальлĕхе сас-хура пулмарĕ. ÇХ, 1998, 49 /, 2 с. Сĕнтĕрвăрри райсучĕн приставĕн вара айăплисен парăмне шыраттарса илме хевти ... çитмест-ши. К-н, 2002, 7 /, 4 с. Пристав пысăккăн «хыпасшăн» [Пуçелĕк]. К-н, 2002, 16 /, 15 с.

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

анархист

никама пăхăнмасăр пурăнмалли йĕрке çинчен вĕрентекен çын. Вĕсем (революционерсем. – Э.Ф.) хăйсене кирлĕ паллă туса хунă ĕçĕсем тăрăх социал-революционерсемпе социал-демократсен çумне хутшăнаççĕ; çавăнпа вĕсем никама пăхăнмасăр пурăнмалли йĕрке çинчен вĕрентекен çынсене (анархистсене) пит çывăх тăраççĕ [Высочайшие 1906:77].

арендатор

çĕре тара илсе тăракан çын. <…> ахути пĕтсен вĕсем çав çĕре тара илсе тăракан çын (арендатор) патне пырса кĕнĕ [Добродетельные 1910:1].

ахута

кайăкра çӳрени. Екатеринослав кĕпĕрнинче Варваровка ятлă хуттăрта виççĕн çĕр улпучĕ (помещик) çĕрĕнче кайăкра (ахутара) çӳренĕ; ахути пĕтсен вĕсем çав çĕре тара илсе тăракан çын (арендатор) патне пырса кĕнĕ [Добродетельные 1910:1].

банзай

Япония çыннисем ура! тиесси вырăнне кăшкăракан сăмах. Пĕр çын салтакран Япония çыннисем ура! тиесси вырăнне урăх тĕрлĕ кăшкăрнине маннă, вĕсем темле кăшкăраççĕ тетчĕ-ха тесе тăрать манпа калаçнă чух. Эпĕ каларăм: вĕсем банзай! тесе кăшкăраççĕ терĕм [Хыпар 1906, № 19:299].

берейтор

юлан утпа çӳреме вĕрентекен. Унтан пире пăхса çӳрекен берейтора (юлан утпа çӳреме вĕрентекене) чĕнсе илсе каларĕ: ак çак ачасене лашасем парăр, вĕсем те юлан утпа çӳреме вĕренесшĕн терĕ [Третья 1911:26].

богослов

турă çинчен вĕрентекен. Святой аттесем нуммай. Вĕсем хушшинче пит мухтавлă пулнисем: аслă Василий, Григорий богослов (турă çинчен вĕрентекен), ылттăн чĕлхеллĕ тиекен Иоанн, хăватсем кăтартакан Николай [Евангелие 1879:129].

варла

тула тух; чĕкĕр. Çуркунне хуртсене мĕнле те пулсан иртерех вĕçтерме тăрăшас пулать, мĕншĕн тесен вĕсем хĕл каçа апат çиеççĕ, пĕрре те тула тухмаççĕ (варламаççĕ), хĕл каçа варланчăкне хăйсен ăшăнче (хырăмĕнче) усраççĕ. Çавăнпа çуркунне ир кăларса вĕçтермесен вĕсем хырăмне вараланчăк пит тулнипе чăтаймасăр вĕллерех карасĕ, пылĕсене варласа (чĕкĕрсе) пĕтереççĕ [Сергеев 1907:7].

велосипед

çуран чупакан урапа. Вĕçес кун пухăнасса вăтăр çын анчах пухăннă. Пурте вĕсем велосипед пек (çуран чупакан урапа) машина илсе пынă [Çулталăк 1914:12].

вече

вырăссем хăйсен ĕçĕсем çинчен канашлама пухăннă пуху; пĕр-пĕр пысăк ĕç тумалла пулсан славянсем пĕр хулана пухăва пухăнни. Авал пĕр вăхăтра вырăссем те çаплах пурăннă, вĕсем хăйсен ĕçĕсем çинчен канашлама пухăва (вечăна) пухăннă [Шершеневич 1906:3]; Пĕр-пĕр пысăк ĕç тумалла пулсан славянсем пĕр хулана пухăва пухăннă. Çав пухăва вĕсем вече тенĕ [Рассказы 1909:4].

декабрь

раштав уйăхĕ. Раштав уйăхĕнче (декабрьте) кун таврăннă вăхăтра вĕсем хĕвелшĕн праçник тунă … [Рассказы1888:6].

драпач

вăрлăха аксассăн ăна çĕр айне тумалли сӳре пек япала. Вăрлăха аксассăн ăна тата сӳререн пуçне драпачпала, экстирпаторпала ĕçлесе çĕр айне тăваççĕ. Вĕсем те сӳре пек япаласемех, анчах вĕсем вăрлăха çĕр ăшне шаларах, тарăнтарах кӳртсе хăвараççĕ, ăна хулăмрах çĕр сийĕпе витсе хăвараççĕ [Способы 1911:3].

икона

турăш; таса сăн. Çав икона (турăш) халь те Ишек чирĕкинчех ларать; халь ĕнтĕ вăл турăша пĕтĕмпе ылттăнласа пĕтерсе иконостас ăшне лартнă [Житие 1879:43]; Иоанн аллине илсе килне тавăрăннă та кĕлĕ пӳлĕмне кĕрсе касса татнă аллине ĕлĕкхи вырăнне лартнă та Турă Амăшĕ сăнĕ (икона) умне чăркуçланса ларса куç çулĕпе ак çапла каласа кĕл тунă <…> [Училище 1892:11]; Çапла каласан вăл ухă илсе св. Георгийĕн таса сăнне (иконана) ухăпа тĕллесе пенĕ [Училище 1892:12]; Хресченсем хăйсен нушисем çинчен каласа пĕтерсен вĕсем илсе [пынă] турăша (икона) хăй аллине илсен Патша вĕсене [каланă:] «Тавтапуç сире Мана хисеплесе килнĕшĕн <…>» тенĕ [Хыпар 1906, № 9:136].

инквизитор

1. авал хĕвел анăç енчи патшалăхсенче пулнă Христос тĕнне хăйсем пек мар вĕрентекен çынсене пит хытă асаплантарнă çын. 2. çынна тĕрĕс мар пек шухăшĕшĕн асаплантаракан çын. Инквизитор авал хĕвел анĕç енчи патшалăхсенче пулнă. Вĕсем Христос тĕнне хăйсем пек мар вĕрентекен çынсене пит хытă асаплантарнă. Аслă инквизитор тесе çак асапа кăларакан çынна каланă. Халĕ инквизитор тесе çынна тĕрĕс мар пек шухăшĕшĕн асаплантаракан çынсене калаççĕ [Хыпар 1907, № 9:66].

йăх

пĕр çемьере ашшĕ-амăшĕ, ывăлĕсем, ывăлĕсен ачисем, пурте пĕр çĕрте пурăнакан çынсем. Пĕр çемьере ашшĕ-амăшĕ, ывăлĕсем, ывăлĕсен ачисем, пурте пĕр çĕрте пурăннă. Вĕсем çемйинче темиçе çын пулнă. Çав çемьене вĕсем йăх тенĕ [Рассказы 1909:4].

каланлă

пиçнĕ-пиçмен. Вĕсем аш шӳрпи, сĕлĕ кĕселли, пăртак вĕретнĕ сĕт, пиçнĕ-пиçмен (каланлă) çăмарта, кулача çиес пулать … [Халер 1908:11].

канал

пăрахутсем çӳреме алтса тунă çырма; шыв çулĕ. Вĕсем Панамски каналти (пăрахутсем çӳреме алтса тунă çырма) шыв çулне хунарпа çутатса çĕрле те аван çӳремелле тăвасшăн [Çулталăк 1914:11]; Чăвашсене Петр Великий шыв çулĕсем (каналсем) чавтарнă <…> [Комиссаров 1918:20].

каяш вăрлăх

начар вăрлăх. Пирĕн чăваш пек вĕсем начар (каяш) вăрлăх акмаççĕ, чипер, тутă, çĕнĕ тырă акма тăрăшаççĕ [Степанов 1906:4].

кил карти

карташ. Çавă выльăхсене нихçан та ни яла, ни (карташа) кил картине те выльăхсем çывăхне пĕртте ярас пулмасть, вĕсем чир хăвараççĕ [Исаев 1882:8].

коляда

кун таврăннă вăхăтра вырăссем хĕвелшĕн тунă праçник. Раштав уйăхĕнче (декабрьте) кун таврăннă вăхăтра вĕсем (вырăссем. – Э.Ф.) хĕвелшĕн праçник тунă, çав праçнике коляда тенĕ; коляда праçникĕнче тумланса килĕрен киле пырса апатсем пуçтарса çӳренĕ [Рассказы 1888:6].

культиватор

тырра аксассăн ăна çĕр айне тумалли япала. Тырра аксассăн ăна çĕр айне тăвас ĕçе тата ытти япаласемпе те тăваççĕ (культиваторсемпе, дисковый сӳресемпе), анчах вĕсем пит хаклă тăраççĕ, хресчен çынни илес япаласем мар [Способы 1911:4].

кун

гл. килĕш. Ачанăн акăшĕ Мариам шăллăма мĕн тăвĕç халĕ тесе аякран пăхса тăнă. Шăллĕне патша хĕрĕ илнине курсан вăл вĕсем патне пырса каланă: сире ачана тăрантаракан çын кирлĕ мар-и, эпĕ тупăп тенĕ. Патша хĕрĕ килĕшсен (кунсан) Мариам тавăрăнса хăй амăшне чĕнсе кӳнĕ [Священная 1883:26].

курçăн

супне, лăпă. Çавна пĕлсе Христоса ĕненекен çынсем Савла вĕлерме паман; вĕсем ăна çĕрле курçăн (супне, лăпă) ăшне лартса хула хӳми урлă каçарса антарса янă [Жития 1979:9].

кӳршĕ

пускил. Пĕр çын кăна унпа чирлетĕр, мехер кӳршĕсем (пускилĕсем) чипер унтан сыхланса тăмасан часах вăл çав çынтан вĕсем çине сикет, вĕсенчен ыттисем çине… [Халер 1908:1]; Пĕр килте скарлатинапа выртакан пулсан вăл киле кӳршĕсем (пускилсем) е аякра пурăнакансем те, ял вĕçĕнчисем те пырса çӳресен вĕсене те скарлатина лекме пултарать [Сборник 1903:41].

легион

пĕтĕм çарă полкки. Вĕсем эпир легион тесе каланă (легион тени пĕтĕм çарă полкки тени) <…> [Евангелие 1879:59]; Вĕсем каланă: легион тенĕ (легион тени пĕр полк тени пулать), мĕншĕн тесен вĕсен ăшне нумай усал сывлăш кĕнĕ [Книга 1910:101].

лутка

кимĕ. Çитсенех вĕсем лутка (кимĕ) çине ларчĕç те шыв урлă каçрĕç [Çулталăк 1908:44].

мĕскĕн

начар пурăнăçлă. Иоакимпе Анна пит лайăх çынсем пулнă; вĕсем пит пуян пулнă: праçникре мĕскĕн (начар пурăнăçлă) çынсене ялан укçа валеçнĕ <…> [Главные 1882:3].

микроскоп

пит хытă пысăк кăтартакан тĕкĕр; пысăккăн кăтартакан кĕленче. Докторсем çав чир пит вĕтĕ хурт-кăпшанкăсенчен пулать теççĕ; вĕсене куçпа пăхса курас çук, пит хытă пысăк кăтартакан тĕкĕр (микроскоп) витĕр пăхсассăн анчах курăнаççĕ [Чума 1897:21]; Амăш ăшĕнчи тыррăн тымарĕ те, аври те, çулçи те пур. Анчах вĕсем пит пĕчĕкçĕ: пысăккăн кăтартакан кĕленчесĕр вĕсене курас та çук [Золотарев 1908:9].

наян

ускăн. Чăннине чăн: ĕçсе, çисе, улпутсемпе хуçасем пек кам укçа тăкасси пур: хура халăха вырăнсăрах вĕсем эрех нумай ĕçнипе хăйсем наянран (ускăнран) начар пурăнаççĕ теççĕ [Игнатьев 1906:9].

папа

Римри чиркӳ пуçлăхĕ пулса тăракан архиерей. Уйрăлсан нумай вăхăт та иртмен Римри чиркӳ пуçлăхĕ пулса тăракан архиерей (вĕсем ăна папа теççĕ) çĕнĕ йăласем кăлара пуçласассăн католик тĕнĕпе пурăнакансемех килĕштереймесĕр хирĕçе пуçланă [О святой 1898:10].

патриарх

аслă архиерей; Рим хулинчи папа; тĕп ашшĕ. Грек çĕрĕнче пĕр аслă архиерей (патриарх) кĕтӳ кĕтсе пурăннă [Поучения 1904:13]; Мăн кăрлачăн 2-ш кунĕнче тата Рим хулинче папа (патриарх) пулса пурăннă св. Сильвестра (IV-ш ĕмĕрте) <…> асăнаççĕ [Избранные (январь) 1904:12–13]; Вĕсем (Иаковăн 12 ывăлĕ. – Э.Ф.) Израиль халăхин тĕп ашшĕсем пулнă, çавăнпа вĕсене патриархсем теççĕ [Книга 1910:21].

пăлхавăр

революци. Вĕсем вара çав кунах пăлхавăр (революция) тапратрĕç [Хыпар 1917, № 2:4].

Перун

славянсен аслати турри. Славянсем чăн Турра пĕлмен, вĕсем суя тĕнпе пурăннă: вăрманта вăрман турри, шывра шыв турри, çуртра хĕртсурт пулнă; чăн аслă турри Перун ятлă пулнă, вĕсем ăна аслати турри тенĕ [Рассказы 1888:6]; <…> хĕвеле, уйăха, çăлтăрсене ытти япаласене те нумайĕшне турă тесе хисепленĕ; чăн вăйлă турă Перун тесе шухăшланă, ăна аслатипе çиçĕм турри тенĕ [В память 1888:3].

плантатор

пахчаçă. Вĕсем хăш-хăш чухне сутăнса питĕ усал плантатор (пахчаçă) патне лекнĕ [Молянов 1988:75].

президент

халăх хăйсем хушшинче суйланă патша; малта тăракан, пуç. Икĕ патшалăхра, Францияпа Швейцарияра, ун пек мар. Ку патшалăхсенче патшана халăх хăйсем хушшинчи çынна суйласа хурать. Суйланă çынна вĕсем президент теççĕ [Çулталăк 1906:15]; Республикăсенче патша çук, унта патша вырăнче халăх суйланă çын ларать, ăна президент (малта тăракан, пуç) теççĕ [Народное 1906:5].

пророк

Христос Турă çĕр çине килессине малтан каласа хăварнă çынсем. Прор. – пророкъ – Христос Тора сирь-зинэ килэссынэ малдан калаза хварны синзэм [Сöлдалык 1873:5]; Пророксем вĕсем ырă, таса пурăнăçлă çынсем пулнă. Турă систернĕ тăрăх вĕсем ӳлĕм мĕн пулассине кала-кала кăтартнă, çынсене Турра ĕненсе тӳрĕ пурăнма вĕрентнĕ, этем тăвайми тĕрлĕ хăватсем тунă [Наставление 1896:56–57].

псаломщик

чиркӳре вуласа-юрласа пурăнакан çын. Тата Св. Димитрий пĕр чиркӳре вуласа-юрласа (псаломщик) пурăнакан çынна тӳрĕ пурнăç çине çавăрнă [Страдание 1897:11]; Агафопод ватă диакон пулнă, Феодул – вулакан (хальхи шутпа псаломщик) çамрăк ача пулнă; вĕсем иккĕшĕ те ырă пурăнăçлă, Турра юрăхлă çынсем пулнă [Избранные 1905:18].

пуп

чиркӳ кĕтӳçи. Христосăн чăн тĕнĕпе сăваплă пурăнасшăн тăрăшакансем çавăнти чăвашсем хушшинченех тухрĕç. Вĕсем школасенче вĕрентнипе чиркӳ кĕтӳçисем (пупсем) Христос тĕнне çавăрас тесе ӳкĕтленипе суя тĕн йăнăшне, суя тĕнĕн йăлисен нимĕн усси те çуккине, суя тĕншĕн хăйсене усăшăн юмăçсем анчах тăрăшса сарса тăнине витĕрех пĕлчĕç [Освящение 1904:2].

пӳрт

çурт. Голгофа тăвĕ çине кайран Рим патши Адриан тĕрлĕ хуралтăсем, (çуртсем) пӳртсем ларттарса вĕсем ăшне кĕлеткесем тутарса хуртарнă [Главные 1882:].

равви

вĕрентекен. Нафанаил каланă ăна: Вĕрентекен! (Равви) Эсĕ Турă Ывăлĕ, Эсĕ Израил патши тенĕ [Евангелие 1880:49]; Вĕсем каланă Ăна: Равви! (Вĕрентекен!) Эсĕ ăçта пурăнатăн? тенĕ [Евангелие 1880:38].

рай

Христос патшалăхĕ; Адампа Ева пурăннă ырă, илемлĕ йывăç пахчи. Сутран кайран сăваплисем Христос патшалăхне (рая) кĕрĕç [Наставление 1896:139]; Пирвайхи çынсем Адампа Ева Турă умĕнче ырăлăхра пурăннă, вĕсем нихăçан та вилмеле мар пулнă, Турра юратса итлесе пурăннă, вĕсенĕн пурăнăçĕ Тура пит кăмăллă пулнă, вĕсене Турă пур ырăлăха та панă, вĕсене Вăл ырă, илемлĕ йăвăç пахчинче усранă, вăл йăвăç пахчине рай тенĕ [Беседы 1898а:41].

раскольник

чăн тĕнрен уйăрăлнă çын. Пирĕн хушăра тăшмансем, юмăçсем, пĕр чăн тĕнрен уйăрăлнă çынсем (раскольниксем) нумай, вĕсем хăйсен чуна пĕтерекен вĕрентĕвĕсемпе сире аташтарса хăйсен майлă тăвасшăн, сире çăлакан пĕр чăн тĕрĕс тĕнрен уйăрасшăн тăрăшаççĕ [Поучение 1903:7–8].

редактор

хаçата пăхакан. Ун пек чухне хаçете пуçтарса кайнипе кăна ĕç пĕтмест; вĕсем хаçете пăхакан (редактора) сута параççĕ [Хыпар 1906, № 46:691].

рента

тара укçи. Епле пулсан та вĕсем çĕртен доход илеççĕ: çын тытса хăйсем ĕçлеттерсен çĕртен усă кураççĕ; тара парсан тара укçи илеççĕ; тара укçине вырăсла аренда е рента теççĕ [Хыпар 1906, № 38:593].

ресторан

аслă трахтир. Вĕсем «мăйăхсене, сухалсене хырма ан хушчăр, çĕмерĕлнĕ савăтсемшĕн аслă трахтирсенчи (ресторансенчи) расходсе[не], сĕтелсем çине хуракан шăрпăксемшĕн, çыру çырмалли хутсемшĕн укçа тӳлес мар, <…> эрнере пĕр кун канмалăх пултăр» теççĕ [Хыпар 1907, № 14:107].

рикши

Японири лавçăсем. Японияра лавçăсем (извозчиксем) пур, вĕсене унта рикши теççĕ, вĕсем хăйсемех Лаша вырăнне те çӳреççĕ [Тимахви 1988:163].

Русь

вырăссен ĕлĕкхи патшалăхĕ. Вырăссен ĕлĕкхи патшалăхин (Руçĕн) тĕрлĕ пайĕсене вак-тĕвек князьсем пăхса тăнă, вĕсем Киев князьне пăхăнса пурăннă, ăна аслă князь тенĕ [Война 1915:23].

социал-демократ

патшалăх йĕркине улăштарас тиекен ушкăн. Комитетра пĕр социал-демократ, пĕр социалист-революционер* пулнă. *Социал-демократсем тесе патшалăх йĕркине улăштарас тиекен ушкăна калаççĕ; вĕсем хуласенче ĕçре çӳрекен çынсене улăштарсан улăштараççĕ тесе шанса тăраççĕ; социалист-революционер – ĕçри çынсемшĕн те, хресченсемшĕн те тăрăшакан ушкăн [Хыпар 1906, № 41:647].

социализм

урăхла йĕрке. Вĕсем çĕр çинче урăхла йĕрке тăвасшăн. Вăл йĕркене социализм теççĕ. Социализм тиекен йĕрке пулсан çĕр çинче хуçи те, тарçи те пулмалла мар, пур те пĕрле ĕçлесе ĕçлесе тунине пĕр çĕре пуçтарнине кашнине кирлĕ таран памалла [Хыпар 1906, № 25:401].

старовер

кивĕ тĕне тытакан. Хăш-хăш çынсем тӳрлетсе çырнă кĕнекесене юратмасăр йăнăш çырнă кив кĕнекесемпех кĕл тунă <…> Çавăнпа вĕсем хăйсене хăйсем кивĕ тĕне тытакан (староверсем) теççĕ [Евангелие 1879:144].

студент

аслă шкулта вĕренекен çын. Вĕсем шавланине илтсе Василий Яковлевич ятлă студент (аслă шкулта вĕренекен çын) мĕн çĕмĕрлеççĕ кăсем тесе вĕсем патне пĕлме пынă [Абрамов 1988:173]; Студент тени вĕренекен тени пулать [Хыпар 1906, № 25:399].

хупах

ĕçкĕ. Ĕçлекенсен шухăшĕсем хупах çинче (ĕçкĕ çинче) ан пулччăр тесе вĕсем валли пушă вăхăта ăса кĕрсе, савăнса ирттермелли вырăнсем тăваççĕ [Сборник 1903:70].

хура халăх

ĕçлекен халăх. Патшалăхри çынсем начар пурăнăçпа тарăхнăçем тарăхса пыра пуçланă, ăраснах ĕçлекен халăх (хура халăх) тарăхса çитнĕ, мĕшĕн тесен мен пур йăвăр хырçă-марçăсем вĕсем çине анчах тиенсе пынă [История1917:2].

хӳпле

(хальхилле ӳпле) лупас, хӳме. Пӳрт вырăнне вĕсем патаксене авăн йăвăççи пек тăратса çине кĕççепе витсе хӳпле (лупас, хӳме) тунă, ăна вĕсем юрта тенĕ [Тутарсем 1984:185].

часовня

юпа пек турăш вырăнĕ. Пĕрле кĕл тума вĕсем унта ту çине вăрман юпа пек турăш вырăнĕ (часовня) лартнă: вăл турăш вырăнĕ халĕ те тăрать-ха [Освящение 1904:3].

чилай

(хальхилле чылай) харшай. Ушкăнĕ пĕчĕкçĕ пулсан та вĕсем икĕ çулта халăха усăллă ĕç чилай (харшай) турĕç [Хыпар 1906, № 27:433].

шăмат кун

иудейсенĕн эрне кунĕ. Çавăнпа вĕсем ыран Иудейсенĕн эрне кунĕ (шăмат кун) тесе Иисуса çавăнтах çывăхри шăтăках чикнĕ [Евангелие 1880:89].

шăрăшлă

(хальхилле шăршлă) япăхнă. Шăрăшлă (япăхнă) пĕвесене тасатасси çинчен. Кивĕ пĕвесем сӳс, курăс хутнăран, ытти кирек мĕн япаласем çĕрнĕрен япăхланса, шăрăшланса каяççĕ, вăл пĕвесенче вара ниепле пулă та пурăнмасть, вĕсем хăйсем те вилсе пĕтсе пĕвине тата ытларах шăрăшлантараççĕ [Çулталăк 1910:13].

шпион

вăрттăн сыхласа çӳрекен çын. Вĕсем тара тытса янă çынсем, шпионсем*****, ăçта кирлĕ унта чупса кам короле хирĕç тăнине шыраса çӳренĕ. *****Вăрттăн сыхласа çӳрекенсем [Хыпар 1906, № 37:574]; Тата шпионсене (çын хыçĕнчен вăрттăн сыхласа çӳресе ун çинчен пуçлăхсене элеклесе кăтартакансем пит хытă наказать тăваççĕ <…> [Хыпар 1906, № 38:598].енпса шпионсем)нрашн ирторсем)

шпитал

больница. Вĕсем школасем, тăлăхсене усрамалли çуртсем, больницасем (шпиталсем) лартса паччăр <…> [Хыпар 1906, № 1:12].

шуйтан

(хальхилле шуйттан) усал сывлăш, Турă тăшманĕ. Ырă сывлăшсене таса ангелсем теççĕ, усал сывлăшсене шуйтансем теççĕ [О святых 1892:3]; Çапла усала тухнă ангелсене шуйтансем, усал сывлăшсем теççĕ. Чи аслă шуйтана вырăсла сатана тата дьявол теççĕ, вăл чăвашла элеклекен, астаракан, улталакан тени пулать [О святых 1892:19]; Шуйтан вăл усал сывлăш. Турă вăл сывлăша ырăлăхлă, çутă пултарнă, анчах вăл кайран мăн кăмăлланса ытти хăйне пăхăнса тăракан сывлăшсемпе Турра хирĕç тăнă; çавăншăн ăна вара Турă ытти пăтраннă ангелсемпе пĕрле пĕлĕт çинчен хăваласа антарнă, çавăнтан вара вĕсем тĕттĕмленсе усал сывлăш пулнă, Турă тăшманĕсем пулнă [Объяснительные 1903:13–14].

эллин

грек. Чăн малтан Христос вĕрентнине Израиль халăхĕ хушшинчи суйланисем ĕненнĕ, вĕсем хыçĕнчен Христос Хăй çӳренĕ çĕр çывăхĕнчи халăхсем ĕненсе тата ытти халăхсене те вĕрентсе ĕнентернĕ. Çавăн пек халăхсенчен пĕр чаплă халăх авалхи эллинсем (грексем) пулнă [В память 1888:1]; Святой Прокопий çапла Христос çинчен эллинсен (грексен) кĕнеки çинче çырнă сăмахсемпех каласа кăтартнă <…> [Жизнь 1903:21].

эпиш карчăк

мăчавăр. Тата эпиш (апăс) карчăксем (мăчавăрсем) те ахалех тумаççĕ, вĕсем те пĕр-ик тенке çитереççĕ [Çулталăк 1903а:33]. › мунчавăр.

явăç

ер. Вĕсем ерессе те йывăçа симĕс вĕтĕ пыйтă ерсен анчах явăçаççĕ (ереççĕ) [Яблонная 1915:3].

çăвăр

çамрăк хурт. Карасăн пуçĕнче вĕсем çăвăрсене (çамрăк хурт) кăлараççĕ тата хăйсем валли ĕçме-çиме апат усраççĕ [Сергеев 1907:2].

çенаттăр

(хальхилле сенатор) Римри аслă, ватă çын. Иисус Христос çураличчен 390 çул малтан галлă ятлă тискер халăхсем Рим халăхĕ çине вăрçăпа пынă. Рим çыннисем вĕсене хирĕç тăма пултарайман. Çавăнпа вĕсем хуларан пăрахса тарнă <…>. Хулана пĕр çенаттăрсем (аслă, ватă çынсем) анчах тăрса юлнă [Третья 1911:13].

çиме

апат. Лаша (апачĕ) çими юлашкисене, тислĕксене кайсанах çĕр айне пытарас пулать е çунтарас пулать <…> [Исаев 1882:9]; Вĕсем хăйсене валли пĕр пĕчĕккерех кимĕ (лодка) тытнă та хăйсене темиçе кунлăх çиме (апат), хуралт-мĕн тума, хирте ĕçлеме хатĕрсем илсе Турă çине шанса тинĕсе тухса кайнă [Избранные 1905:59].

çу

ух, чӳхе. Вĕсем кĕпесене ухатчĕç, чӳхетчĕç (çăватчĕç) [Букварь 1902:198].

çул пыран

иртен-çӳрен. Вĕсем патне пĕр-пĕр иртен-çӳрен (çул пыран) кĕрсен вĕсем ăна ĕçтернĕ, çитернĕ <…> [Рассказы 1909:3].

Этимологи словарĕ (1996)

авал

в старину, в старое время, некогда, давно.

Др.- тюрк.  ävväl (араб. ) сначала, прежде (ДТС, 76).                                              
Производные формы: авалах (предыдушее слово, усиленное частицей -ах): вĕсем авалах пуян пурăннă. Они издавна жили богато; авалтан (исходный падеж предыдущего слова) издревле, с давних пор, исстари; авалтанпа (предыдущее слово с прибавлением аф. тв. пад.) исстари и до сих пор, издавна и поныне; авалтанпах то же самое речение с част. усиления -ах; авалтарах ранее нашей эпохи: (вăл масара авалтарах тăхар ял вилĕ пытарнă. На этом кладбише в старину хоронили умерших девяти деревень; авалхи древний, старинный; стародавний (Ашм. Сл. IА,  38-40).

См. Радл. Сл. I, 638, 671, 941; Егоров ЭСЧЯ, 19; Räsänen ЕWb., 32а.

ар

I мужчина. Усрем-усрĕм, ар пултăм. Рос я, рос, и стал мужчиной. Также обозначает мужа. Вăл качча кайса çичĕ ара çитнĕ. Она побывала за семью мужьями. Арсăр пурнăç — туратсăр йывăç. Жена без мужа — дерево без ветвей. (Пословица).

Производные формы: арлă имеющая мужа, замужняя; арлă-арăмлă муж и жена, муж с женою: çапла вара вĕсем иккĕш арлă-арăмлă пулаççĕ. Таким образом они стали супругами, т.е. вступили в брак, образовали супружескую пару; арсăр не имеющая мужа, вдовая; арсăр-йышсăр без мужа и без семья; арсăрлăх неимение мужа, вдовство; арçын (ар + çын) мужчина; арçынла похожая на мужчину, на мужской лад; ар-çу-ри / ар-çори / ар-çурри / ар-çури название лесного духа (Ашм. Сл. IА, 302-316).
Тюркские соответствия: тел., алт., шор., леб., куманд., тар., тоб., кюэрик., крым., чаг., ком., тур., карЛТ. äр мужчина, сильный муж, герой; муж, супруг = кирг., к.-кирг., саг., койб., кач. ер = каз., тоб. ир (Радл. Сл. I, 751, 753, 1456). М.Рясянен исходной формой всех тюркских слов устанавливает *(h)är(ä) (Räsänen ЕWb., 46а). Г.Дёрфер, исходя из монгольской формы ere, полагает, что тюркскому är соответствует более древняя форма *ärä (еще более древние *härä и *pärä) Doerfer. Bemerk., OLZ LXVI 7/8. S. 332).
См. Егоров ЭСЧЯ, 30.

Çавăн пекех пăхăр:

вĕселен вĕселентер вĕселенчĕк вĕселенчĕклĕ « Вĕсем » вĕсемпе вĕсемсĕр вĕсемшĕн вĕсен вĕсенĕн

Вĕсем
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150