Шырав: çĕнĕ

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

авиатрасса

авиатрасса
çĕнĕ авиатрасса уç — открыть новую авиатрассу

агглютинаци

лингв.
агглютинация (сăмах тĕпĕ хыçне аффикссем сыпса çĕнĕ сăмахсем е сăмах формисем туни)

алт

1.
копать, рыть
нӳхреп алт — выкопать погреб
çĕр алт — копать землю
алтса кăлар — выкопать, вырыть
алтса ларт — врыть (напр. столб)
алтса хур — зарыть
Çĕнĕ пусă алт та киввине ан пăрах. — посл. Вырыв новый колодец, не забрасывай старого. (соотв. Не плюй в колодец, пригодится воды напиться).
Çыншăн шăтăк ан алт, хăвах капан. — посл. Не рой яму другому — сам в нее попадешь.

анлăш

2. перен.
широта, размах
çĕнĕ çурт лартни анлăшĕ — размах капитального строительства

астар

2.
увлекать, заинтересовывать, возбуждать интерес
ачана çĕнĕ кĕнекепе астар — заинтересовать ребенка новой книгой

астивтер

дать попробовать
дать отведать
уст., угостить
мучи пире çĕнĕ пыл астивтерчĕ — дедушка угостил нас свежим медом
патак астивтер — шутл. дать отведать палки, поколотить

бал

бальный
çĕнĕ çул балĕ — новогодний бал
бал ташшисем — бальные танцы

вăйлат

I.
делать сильным, крепким, усиливать, укреплять, упрочивать
агитаци ĕçне вăйлат — усилить агитационную работу
ялхуçалăхне çĕнĕ техникăпа вăйлат — вооружить сельское хозяйство новой техникой
вăйлатса пыр — укреплять (систематически)

вăран

3.
возникать, появляться
пробуждаться

пуçра çĕнĕ шухăш вăранчĕ — в голове возникла новая мысль

верси

версия (пĕр-пĕр ĕç çинчен каласа пани, ăнлантару)
тĕрĕс мар верси — ошибочная версия
çĕнĕ верси сĕн — выдвинуть новую версию

вĕçкĕнлен

2.
щеголять разг.
фасонить, форсить прост.
çĕнĕ костюмпа вĕçкĕнленсе çӳре — щеголять в новом костюме

гипотеза

гипотеза (пĕр-пĕр пулăма ăнлантарма сĕннĕ çĕнĕ шухăш)
ăслăлăх гипотези — научная гипотеза
гипотеза ту — строить гипотезы

дедукци

дедукция (пĕтĕмĕшле чăнлăхран ансăртарах çĕнĕ пĕлӳ тупмалли логика меслечĕ)

завод

заводской, заводский
кирпĕч завочĕ — кирпичный завод
металлурги завочĕ — металлургический завод
промышленность тракторĕсен завочĕ — завод промышленных тракторов
çăкăр завочĕ — хлебозавод
электроапарат завочĕ — электроаппаратный завод
завод коллективĕ — коллектив завода
завод рабочийĕ — заводской рабочий
завод управленийĕ — заводоуправление
завод хуçи — заводчик, заводовладелец
çĕнĕ заводсем туса ларт — воздвигать новые заводы
◊ лаша завочĕ — конный завод

илем

красота
краса

вăрман илемĕ — красота леса
хĕр илемĕ — девичья краса
чун илемĕ — красота души
илем кур — красить, украшать
çĕнĕ çуртсем хула илемне кӳреççĕ — новые дома украшают город
ним илемĕ çук — некрасивый
Ĕç вăл— пурнăç илемĕ. — посл. Труд украшает жизнь.

ирĕклентер

освобождать, высвобождать, делать свободным, незанятым
çĕнĕ машинăсем нумай ĕç вăйĕ ирĕклентерчĕç — применение новых машин позволило высвободить много рабочей силы

йĕрке

7.
образ жизни, уклад
çĕнĕ пурнăç йĕрки — новый уклад жизни

йĕрке

9.
строка
сăвăллă йĕрке — стихотворная строка
çĕнĕ йĕркерен пуçла — начинать с новой строки

календарь

календарный
Григорий календарĕ — григорианский календарь (çĕнĕ стиль)
Юлий календарĕ — юлианский календарь (кивĕ стиль)
календарь çулталăкĕ — календарный год
календарьти дата — календарная дата
календарь йĕркипе вырнаçтар — расположить в календарном порядке

калча

3. перен.
побеги, ростки
çĕнĕ пурнăç калчи — росткй новой жизни

калькăла

2. лингв.
калькировать
калькăласа çĕнĕ сăмах ту — калькировать слово, образовать кальку

карнавал

карнавальный
çĕнĕ çул карнавалĕ — новогодний карнавал
карнавал тумĕ — карнавальный костюм

картина

2. разг.
картина, фильм
клубра çĕнĕ картина кăтартаççĕ — в клубе показывают новую картину

каç

накануне, в канун
çĕнĕ çул каçĕ — накануне нового года
эрне каç — в канун пятницы

каçхине

2.
накануне
çĕнĕ çул каçхине — накануне нового года

катмаррăн

1.
массивно, большой массой
çĕнĕ çуртсем катмаррăн лараççĕ — высятся большие новые дома

квартал

квартальный
çĕнĕ çуртсен кварталĕсем — кварталы новых домов

кĕр

13. в сочет. с некоторыми сущ.
означает начало действия, состояния по значению существительного:


ĕçе кĕр —
1) поступить на работу
2) вступить в строй, начать действовать
çĕнĕ савăт ĕçе кĕчĕ — новый завод вступил в строй

йăлана кĕр —
1) войти в обычай, стать традиционным
йăлана кĕнĕ уявсем традиционные праздники
2) войтй в привычку
модăна кĕр — войти в моду

кил

2. прям. и перен.
надвигаться, приближаться, наступать
килес кун — грядущий день
килес çул — в будущем году
çумăр килет — надвигается дождь
çу шăрăх килчĕ — лето выдалось жаркое
çĕнĕ йывăрлăхсем килсе тухрĕç — возникли новые трудности
Инкек килсен, чул та çунать. — посл. Лихо нагрянет — и камень загорится.

колони

2.
колония (урăх çĕршыва е çĕнĕ çĕре куçса кайнă çынсен ушканĕ)

колонист

2.
колонист (çĕнĕ çĕре куçнă çын)

консульству

кунсуллăх
Çĕнĕ Йоркри Раççей консуллăхĕ — российское консульство в Нью-Йорке
консуллăх уç — открыть консульство
Екатеринбургри Акăлчан консуллăхĕ — английское консульство в Екатеринбурге

конферансье

конферансье
конферансье çĕнĕ номер пĕлтерчĕ — конферансье объявил новый номер

куç

II. глаг.

1.
перемещаться — перевод зависит от контекста:
двигаться, передвигаться, переходить, переезжать, перебираться и т. д.

куçса кай — переехать, переселиться (отсюда)
çĕнĕ çĕрсем çине куçса кай — переселиться на новые земли
куçса кил — переехать, переселиться (сюда)
вăр пурăнма пирĕн пата куçса килчĕ — он переехал жить к нам

куçса лар —
1) передвинуться, пересесть
çывăхарах куçса лар — подсесть поближе
2) переселиться (в пределах одного села, района)
куçса пыр — переходить, передвигаться

класран класа куçса пыр — переходить из класса в класс
сулăмпа куçса пыр — двигаться по инерции
куçса çӳре — переходить, переезжать с места на место, кочевать
куçса çӳрекен библиотека — уст. передвижная библиотека
куçса çӳрекен халăх — кочевой народ, кочевники
урăх ĕçе куç — перейти на другую работу
чир ӳпкене куçрĕ — болезнь перешла на легкие

куç

3.
вступать
çĕнĕ тапхăра куç — вступить в новый период

кучченеç

подарочный
çĕнĕ çул кучченеçĕсем — новогодние подарки
хаклă кучченеç — дорогой подарок
кучченеç йышăн — принять подарок
хăнана кучченеçпе кай — идти в гости с подарками
ме сана кучченеç — вот тебе гостинец
Кукамай кучченеçĕ кулачран тутлăрах. — посл. Бабушкины гостинцы вкуснее всяких калачей.

лав

3. перен.
воз, уйма
пĕр лав çĕнĕ хыпар — целый воз новостей

ларт

8.
вставлять, насаживать, навешивать, приделывать
авăр ларт — насадить черен, рукоятку
кантăк ларт — вставить стекло
пукан ури ларт — приделать ножку к стулу
Çĕнĕ пуртă аври лартсан та киввине ан пăрах.  — посл.  Вставив новое топорище, старое не выбрасывай.

ларт

11.
ставить, осуществлять
диагноз ларт — поставить диагноз
вăл çĕнĕ рекорд лартнă — он установил новый рекорд

магазин

магазинный
апат-çимĕç магазинĕ — продовольственный магазин
комисси магазинĕ — комиссионный магазин
кондитер магазинĕ — кондитерский магазин
пахчаçимĕç магазинĕ — овощной магазин
промтавар магазинĕ — промтоварный магазин
самообслуживани магазинĕ — магазин самообслуживания
çăкăр кулач магазинĕ — магазин хлебобулочных изделий
фирма магазинĕ — фирменный магазин
хуçалăх таварĕсен магазинĕ — магазин хозяйственных товаров
ювелир магазинĕ — ювелирный магазин
магазин çăкăрĕ — магазинный хлеб
магазинта туян — купить в магазине
магазина çĕнĕ тавар килнĕ — в магазин поступили йодле товары

майлă

11.
приверженный, преданный
çĕнĕ вĕрентӳ майлă çын — сторонник нового учения
майлă пулни — приверженность, преданность

меслет

1.
средство, способ
сыхланмалли меслет — средство защиты
производство меслечĕ — способ производства
çĕнĕ меслет туп — найти новый способ
халăх медицинин меслечĕсемпе усă кур — пользоваться средствами народной медицины

метастаз

мед.
метастаз (чир процесĕ ӳтре çĕнĕ вырăна куçни)  

методика

методический
чăваш чĕлхине вĕрентмелли методика — методика преподавания чувашского языка
методика кабинечĕ — методический кабинет
методика канашăвĕ — методический совет
çĕнĕ методикăпа ĕçле — работать по новой методике

микрорайон

микрорайон (хулан пысăк мар пайĕ)
Чĕмпĕр çĕнĕ микрорайонĕсем — новые микрорайоны Уляновска

модель

3.
модель (конструкци)
автомобилĕн çĕнĕ модель — новая модель автомобиля

модификаци

модификация (япалан çĕнĕ тĕсĕ)
автомобилĕн çĕнĕ модификацийĕ — новая модификация автомобиля

модификациле

модифицировать (çĕнĕ тĕс кĕрт)

неологизм

лингв.
неологизм (чĕлхери çĕнĕ сăмах)
«спутник» — пирĕн вăхăтри неологизм — «спутник» — неологизм нашего времени

нĕрлен

становиться красивым, привлекательным, хорошеть
хĕр çĕнĕ кĕпе тăхăнчĕ те нĕрленсе кайрĕ — девушка надела новое платье и сразу похорошела

никĕсле

3. перен.
обосновывать, аргументировать
çĕнĕ теорие никĕсле — дать обоснование новой теории
ăслăлăх енчен никĕсле — обосновать научно

номер

4.
номер (концертăн уйрăм пайĕ)
конферансье çĕнĕ номер çинчен пĕлтерчĕ — конферансье объявил следующий номер

нуша

5.
забота
пирĕн халĕ пĕр нуша — тырра вăхăтра пуçтарса кĕртесси — у нас сейчас одна забота — убрать хлеба вовремя
пуç çине çĕнĕ нуша ӳкрĕ — на мою голову свалились новые заботы

обкатка

спец.
обкатка (ĕçлеттерсе тĕрĕслени)
çĕнĕ станоксене обкатка ту — производить обкатку новых станков

оборудовани

оборудование
машина оборудованийĕ — машинное оборудование
медицина оборудованийĕ — медицинское оборудование
технологи оборудованийĕ — технологическое оборудование
цехра çĕнĕ оборудовани вырнаçтарса лартнă — в цехе установлено новое оборудование

паллаш

2.
знакомиться, ознакомиться, познакомиться
çĕнĕ кĕнекесемпе паллаш — ознакомиться с новыми книгами
малта пыракансен ĕç опычĕпе паллаш — познакомиться с опытом работы передовиков

пар

2.
давать, подавать
снабжать, обеспечивать
чем-л.
шыв пар — дать воду
çĕнĕ çуртсене газ панă — в новые дома подан газ
парса тăр — снабжать, поставлять
савăтсене чĕртавар парса тăр — поставлять на заводы сырье

пар

5.
давать, предоставлять
канăç пар — дать покой
кану пар — дать отпуск
çăмăллăх пар — предоставить льготы
ăна çĕнĕ хваттер панă — ему дали новую квартиру

пар

12.
придавать, прибавлять
ăмăрту пире çĕнĕ вăй пачĕ — соревнование придало нам сил

парне

1.
подарок
дар

çĕнĕ çул парни — новогодний подарок
çутçанталăк парни — дары природы
хăнана парне илсе кай — пойти в гости с подарком
Парне пани хаклă мар, юратни хаклă. — посл. Дорог не подарок, дорога любовь.
хапха умне хирĕç тухакана икĕ куçран парне парăттăм — фольк. подарил бы приветливый, благодарный взгляд тому, кто выйдет за ворота встречать меня

парти

5.
партия (пĕр ушкăн тавар)
атă-пушмакăн çĕнĕ партийĕ — новая партия обуви

пĕлтер

3.
объявлять, обнародовать, излагать (публично)
çĕнĕ саккун пĕлтер — обнародовать новый закон
вăл хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ — он изложил свое мнение

пире

1.
нам
çĕнĕ журналсем парăрха пире — дайте нам новые журналы
пире çавах — нам все равно
пире йывăр лекет — нам достается трудно

пирĕн

1.
у нас
пирĕн çĕнĕ машина пур — у нас есть новая машина

планетари

2.
планетарий (çăлтăрсем куçнине кăтартакан çурт)
Çĕнĕ Çепĕр планетарийĕ — новосибирский планетарий

поселок

поселковый
рабочисен поселокĕ — рабочий поселок
хула йышши поселок — поселок городского типа
поселок совечĕ — поселковый совет
тайгара çĕнĕ поселок ӳссе ларчĕ — в тайге вырос новый поселок

поэма

лит.
поэма
героикăлла поэма — героическая поэма
лирикăлла поэма — лирическая поэма
симфонилле поэма — симфоническая поэма
çĕнĕ поэма пичетлесе кăлар — напечатать новую поэму

проект

2.
проект (малтанхи текст)
закон проекчĕ — проект закона
договор проекчĕ — проект договора
çĕнĕ конституци проектне пĕтĕм халăхпа сӳтсе явни — всенародное обсуждение проекта новой конституции

проспект

[лат. prospectus — курăм, курăну, тавракурăм]

1.
проспект (анлă урам)
Ленински проспекчĕ — Ленинский проспект
çĕнĕ проспект хыв — проложить новый проспект

пурнăç

жизненный
вĕресе тăракан пурнăç — кипучая жизнь
общество пурнăçĕ — общественная жизнь
килйыш пурнăçĕ - семейная жизнь
тулăх пурнăç — зажиточная жизнь
хуçалăх пурнăçĕ — хозяйственная жизнь
пурнăç йĕрки — образ жизни
пурнăç принципĕсем — жизненные принципы
çĕнĕ пурнăç ту — строить новую жизнь
çăмăл пурнăçпа пурăн — жить легкой жизнью
Пурăнан пурнăç пăрăнăçсăр пулмасть. — посл. Жизнь без трудностей (букв. без поворотов) не бывает.

пусăм

6.
уровень, ступень
культура çĕнĕ пусăма çĕкленчĕ — культура поднялась на новую ступень

пуçару

инициативный
Совет Союзĕн мирлĕ пуçарăвĕсем — мирные инициативы Советского Союза
патриотла пуçару — патриотическое начинание
çĕнĕ пуçару — новое начинание
ырă пуçару — хорошее начинание
паха пуçару — хорошее начинание
хăй пуçарăвĕпе — по собственной инициативе
пуçару ушкăнĕ — инициативная группа
пуçару ту — проявить инициативу, выступить с почином
ырă пуçарăва ырласа йышăн — поддержать ценный почин

пӳрт

изба, дом
пĕчĕк пӳрт — избушка
ултă кĕтеслĕ пӳрт — пятистенный дом
сивĕ пӳрт — нетопленная, холодная изба
çĕнĕ пӳрт — новый дом
хура пӳрт — курная изба, изба по-черному
шурă пӳрт — изба по-белому
пӳрт ăшчикки — внутреннее убранство дома
пӳрт вырăнĕ —
1) участок для дома
2) избище, место, где была изба
пӳрт кашти — матица
пӳрт маччи — потолок избы, подволока
пӳрт никĕсĕ — фундамент избы
пӳрт пури — сруб для избы
пӳрт пуçĕ — фронтон
пӳрт таврашĕнче тыткаламалли япаласем — предметы домашнего обихода
пӳрт тăрри — крыша избы
пӳрт тӳпи — 1) крыша избы 2) потолок избы, подволока
пӳрте кĕр — войти в дом
пӳртре лар — сидеть дома, домоседничать
пӳрт ларт — ставить дом
пӳрт хăпарт — ставить сруб избы на мох
унăн пӳртчĕ çĕнĕ-ха — у него дом еще новый
пӳрт тулли халăх — народу полон дом
вĕсем ашшĕн пӳртĕнче пурăнаççĕ — они живут в отцовском доме
Пӳрт çумĕнче пĕрмен кукăль выртать. (Хăлха). — загадка Возле избы лежит незащипанный пирог. (Ухо).

пӳрт-çурт

собир.
дом и надворные постройки
двор, хозяйство

çĕнĕ пӳрт-çурт — новые жилые строения
пӳрт-çурт ларт — обстроиться, поставить избу и надворные постройки
Пӳрт-çурт тытма тăнпуç кирлĕ. — посл. Вести домашнее хозяйство нужно с умом. (соотв. Дом вести — не лапти плести).

пысăк

3. перен.
большой
пысăк активлăх — большая, высокая активность
пысăк ĕмĕт — большая мечта
пысăк çитĕнӳ — большой успех
пысăк тав — большое спасибо
парти çĕнĕ пысăк задачăсем лартать — ист. партия ставит новые большие задачи
Пĕчĕк телее пăрахса пысăккине ан кĕт. — посл. Бросив маленькое счастье, большого не жди. (соотв. От добра добра не ищут).

радио

2.
радио (радиовещани)
вырăнти радио — местное радио
пĕтĕм патшалăхри радио — общегосударственное радио
радио корреспонденчĕ — корреспондент радио
радиори çĕнĕ хыпарсен редакцийĕ — редакция последних известий радио

реакци

I.

1. хим.
реакция (темиçе вещество пĕрлешсе çĕнĕ вещество пулни)
пĕрлешӳ реакцийĕ —реакция соединения
сыпăнчăклă реакци — цепная реакция
термоядерлă реакци — термоядерная реакция
хими реакцийĕ —химическая реакция
ядерлă реакци — ядерная реакция
реакцие кĕр — вступить в реакцию

редакци

редакционный
кĕнекен çĕнĕ редакцийĕ — новая редакция книги

рекорд

рекорд
ĕç тухăçлăх рекорчĕ — рекорд производительности труда
спорт рекорчĕ — спортивный рекорд
тĕнче рекорчĕ — мировой рекорд
рекордран ирттер — превысить рекорд
çĕнĕ рекорд ту — установить новый рекорд

рельс

рельсовый
трамвай рельсĕсем — трамвайные рельсы
рельс прокат станĕ — рельсопрокатный стан
рельс хурçи — рельсовая сталь
рельс сыппи — рельсовый стык
сыпăсăр рельс — бесстыковой рельс
çĕнĕ рельс хур — класть новые рельсы
пуйăс рельс çинчен тухса кайнă — поезд сошел с рельсов

роман

романный
историлле роман — исторический роман
сăвăллă роман — роман в стихах
фантастикăллă роман — фантастический роман
журналта çĕнĕ роман пичетленет — в журнале печатается новый роман

савăн

3.
утешаться
тешиться, наслаждаться

ача çĕнĕ теттепе выляса савăнать — ребенок тешится, играя новой игрушкой

самайăш

многие
порядочная часть
(из общего числа)
колхозниксем самайăш çĕнĕ çуртсем лартнă — многие колхозники построили новые дома

сăмах

словесный
словарный

иккĕмĕшле сăмах — производное слово
кивелнĕ сăмах — устарелое слово, архаизм
пулăшу сăмахĕ — служебное слово
çĕнĕ сăмах — неологизм
хăй пĕлтерĕшлĕ сăмахсем — знаменательные слова
хутлă сăмах — сложное слово
кĕскетнĕ хутлă сăмах — сложносокращенное слово
ют чĕлхерен кĕнĕ сăмахсем — заимствованные слова  
сăмах вĕçĕ — окончание слова
сăмах йышĕ — словарный состав
сăмах майлашăвĕ — словосочетание
сăмах пĕлтерĕшĕ — значение слова
сăмах пулăвĕ — словообразование
сăмах тытăмĕ — состав слова
сăмах улшăнăвĕ — словоизменение
сăмах форми — форма слова
сăмахпа усă курни — словоупотребление
сăмах тăвакан аффикссем — словообразовательные аффиксы
сăмахран сăмах куçар — переводить буквально, дословно
пĕр сăмах сиктермесĕр — от слова до слова, слово в слово
Ут вĕçерĕнет — тыттарать, сăмах вĕçерĕнет — тыттармасть. — посл. Конь сорвется — поймаешь, слово сорвется — не поймаешь. (соотв. Слово не воробей, вылетит — не поймаешь).

сăна

3.
испытывать, проводить испытания, опыты
подвергать испытанию
проверять

сăнаса пăх — испытать, провести испытания
уйра сăнни — полевые испытания
çĕнĕ машинăна ĕçре сăна — испытывать новую машину в работе
сăнамалăх тулă ак — произвести пробный посев пшеницы

селекци

селекция (ӳсентăрансен çĕнĕ сорчĕсене, выльăхсен çĕнĕ ăрачĕсене кăларни)

сери

2.
серия (пĕр йышши изделисем)
станоксен çĕнĕ серийĕ — новая серия станков
серипе туса кăлар — изготовлйть что-л. серийно

спецовка

разг.
спецовка (ĕç тумтирĕ)
ĕçчен спецовки — рабочая спецовка
çĕнĕ спецовкăсем пар — выдать новые спецовки

сулахайри

1.
левый, находящийся в левой стороне, с левой стороны
сулахайри çуртсем пурте çĕнĕ — с левой стороны все дома новые

сыпăк

4.
глава, раздел, часть
кĕнеке сыпăкĕ — раздел книги
поэт çĕнĕ поэм сыпăкĕсене вуласа пачĕ — поэт прочел отрывки из новой поэмы

тату

мирно, дружно, согласно, в согласии
тату уйрăл — расстаться мирно
çĕнĕ çынсем тату пурăнаççĕ — молодая чета живет согласно
Тату пурнăçа мĕн çитет. — погов. Что может быть лучше мирной жизни.

театр

театральный
академи театрĕ — академический театр
драма театрĕ — драматический театр
халăх театрĕ — народный театр
театр афиши — театральная афиша
театра çӳреме юратакан — театрал
театрта çĕнĕ сезон пуçланчĕ — в театре начался новый сезон
театр ăслăлăхĕ — театроведение (театр ăсталăхне тĕпчекен ăслăлăх)
театр ăслăлăхĕ тĕпчевĕсем — театроведческие исследования

тĕвĕ

4. перен.
начало, зачатки, первые признаки
çĕнĕ пурнăç тĕввисем — зачатки новой жизни

тĕпрен

3.
принципиально
в основе

тĕпренех çĕнĕ опытсем — принципиально новые опыты

тип

2. лит., иск.
тип (илемлĕ сăнар)
çĕнĕ вăхăтри хресчен типĕ — тип крестьянина нового времени

тишкер

4.
обследовать, осматривать, изучать
предприятин финанс ĕçне тишкер — обследовать финансовую деятельность предприятия
çĕнĕ позицие тишкер — разведать новую позицию

ту

4.
производить, выпускать какую-л. продукцию
станок ту — производить станки
трактăр тăвакан савăчĕ — тракторный завод, тракторостроительный завод, завод по производству тракторов
туса кăлар — выпускать
çĕнĕ йышши пусма туса кăлар — выпускать новый сорт ткани

тумтир

2.
обмундирование, форма, форменная одежда
салтак тумтирĕ — солдатское обмундирование
складран çĕнĕ тумтир ил — получить со склада новое обмундирование

ункай

4.
способ, средство, прием
цехра çĕнĕ ункайсемпе ĕçлеççĕ — в цехе работают по-новому

уç

7.
открывать, делать открытие
çĕнĕ саккун уç — открыть новый закон

уçăл

4.
открываться, основываться, учреждаться, создаваться
хулара кашни çул темиçе çĕнĕ шкул уçăлать — в городе каждый год открывается несколько новых школ

уçăл

8.
открываться, начинаться
кĕнеке умсăмахпа уçăлать — книга начинается с предисловия
çĕнĕ тапхăр уçăлать — начинается новая эпоха

фильм

фильм
документлă фильм — документальный фильм
илемлĕ фильм — художественный фильм
мультипликациллĕ фильм — мультипликационный фильм
сарлака экранлă фильм — широкоэкранный фильм
телевидени фильмĕ — телевизионный фильм
тĕслĕ фильм — цветной фильм
фильм сценарийĕ — сценарий фильма
фильм ӳкер — снимать фильм
фильмра выля — играть в фильме
экрансем çине çĕнĕ фильм тухрĕ — на экранах появился новый фильм

хавхалантар

2.
поощрять, стимулировать
содействовать, поддерживать

мораль тĕлĕшĕнчен хавхалантармалли майсем — меры морального стимулирования
çĕнĕ пуçарусене хавхалантар — поддерживать новые почины

хайла

II. глаг.

1.
изобретать, придумывать
çĕнĕ прибор хайласа кăлар — изобрести новый прибор
хайласа туп — найти, придумать

халлăн

с силой, сильно
çирĕп халлăн ут — шагать твердой поступью
çĕнĕ халлăн — с новыми силами

халлĕн

послелог
в виде чего-л.
в каком-л. состоянии, положении
ахаль халлĕн — просто так
епле халлĕн? — в каком виде? в каком состоянии?
çав халлĕн — в таком виде, в таком состоянии
çĕнĕ халлĕн тăхăн — обновить, надеть что-л. новым
сывă халлĕн — в добром здравии
таса халлĕн — в чистом виде

хăй халлĕн —
1) сам по себе, только сам
аша хăй халлĕн пĕçер — отварить мясо отдельно
2) стихийно, само по себе
пушар вăрманта хăй халлĕн тухнă — пожар в лесу возник сам собой
3) самостоятельно, без посторонней помощи
ача шкула хăй халлĕн кайса çӳрет — ребенок ходит в школу самостоятельно
вăл ĕçе чирлĕ халлĕн килнĕ — он пришел на работу нездоровым
Ватă йывăç ларнă халлĕн хăрать. — посл. Старое дерево засыхает стоя.

хăта

I.

1.
сват — отец одного из супругов и все мужчины его родни по отношению к родителям другого супруга
ватă хăта — отец свата (букв. старый сват)
çамрăк хăта — сын свата, брат жениха или невесты (букв. молодой сват)
çĕнĕ хăта — сват (так называют до приема близких родственников жениха родителями невесты)
хăта кĕрт — принять в гости сватов
хăта ту — породниться, стать сватами

хăть

1. союз уступ.
хоть
хăть выртса йĕр — хоть плачь; хоть ревмя реви
хăть кăнтăрла, хăть каçхине — хоть днем, хоть вечером
хăть çĕнĕ кĕнеке, хăть кивĕ — çавах мар-и! — хоть новая книга, хоть старая — не все ли равно

хваттер

квартирный
виçĕ пӳлĕмлĕ хваттер — трехкомнатная квартира
кооператив хваттерĕ — кооперативная квартира
пуша хваттер — свободная квартира
уйрăм хваттер — отдельная квартира
хăтлă хваттер — благоустроенная квартира
хваттер укçи — квартирная плата
хваттер ил — получить квартиру
хваттере вырнаç — устроиться на квартиру (к кому-л.)
хваттере кĕрт — пускать на квартиру, пускать квартирантов
хваттерте тар — жить на квартире
хваттерте пурăн — жить на квартире
вĕсене çĕнĕ хваттер панă — им предоставили новую квартиру

хутшăн

1.
присоединяться, примыкать к кому-чему-л.
вăл çынсен ушкăнне хутшăнчĕ — он присоединился к толпе
пирĕн хушăмăра çĕнĕ вăй хутшăнчĕ — в наши ряды влились новые силы

хыв

2.
сооружать, строить
йăва хыв — свить гнездо
каçă хыв — перебросить перекладину (через речку), устроить переправу
кĕпер хыв — навести, построить мост
никĕс хыв —
1) заложить фундамент
2) перен. положить начало,заложить основу
çĕнĕ ăслăлăх никĕсне хыв — заложить основы новой науки
Аслати авăтмасăр асамат кĕперĕ хывмасть. — погов. Пока гром не прогремит, радуга не появится.

хыпар

1.
известие, сообщение, весть
новость

çĕнĕ хыпар — новость
ырă хыпар — добрая весть
хула хыпарĕсем — городские новости
сирĕн мĕн хыпар пур? — какие у вас есть новости?, что у вас нового?
Усал хыпар утпа çӳрет, ырă хыпар çуран çӳрет. — посл. Худые вести на конях скачут, добрые вести пешком идут.

чăрăклат

3.
скрипеть, издавать скрипящие звуки
алăк чăрăклатрĕ — дверь скрипнула
çĕнĕ атă чăрăклатать — новые сапоги поскрипывают

чухла

2.
понимать, соображать, ориентироваться
смыслить
разг.
акăлчанла чухла — понимать английский язык
çĕнĕ лару-тăрăва чухласа ил — ориентироваться в новой обстановке
эсĕ раднотехникăна чухлатăн-и? — ты разбираешься в радиотехнике?

шав

2.
сплошь, сплошь и рядом, везде и всюду
Атăл леш енче шав вăрман — в Заволжье сплошь леса
пирĕн хулара шав çĕнĕ çурт-йĕр лартни — в нашем городе сплошь и рядом новостройки

шайлаш

4.
приспосабливаться
приноравливаться
разг.
çĕнĕ лару-тăрава шайлаш — приспособиться к новой обстановке

эра

эра
çĕнĕ (пирĕн) эра — новая (наша) эра
пирĕн эрăчченхи пĕрремĕш ĕмĕрте — в первом веке до нашей эры

юрăçă

певческий
çамрăк юрăçă — молодой певец
çĕнĕ пурнăç юрăçи — перен. певец новой жизни
халăх юрăçи — народный певĕц
юрăçă пултарулăхĕ — певческий талант

янăра

5.
пустовать (о помещении)
çĕнĕ çурт ахалех янăраса ларать — новый дом пустует

яр

10.
пускать в ход, вводить (в строй), приводить в действие
заводить
(какой-л. механизм)
çĕнĕ предприятисене ĕçе яр — вводить в строй новые предприятия
станока ĕçе яр — привести станок в действие, запустить станок
телевизор яр — включить телевизор

ӳк

17.
возникать, появляться
пуçа çĕнĕ шухăш ӳкрĕ — у меня (в голове) возникла новая идея

ӳк

18.
начинать
сухалама пусă варринчен ӳк — начать пахать с середины поля
çĕнĕ каçалăка ӳк приступить к работе — на новом участке (при жатве, косьбе)

ӳнер

II. диал.
приноравливаться, приспосабливаться
çĕнĕ ĕçе ӳнерес пулать — нужно приспособиться к новой работе

ӳс

3.
расти, подниматься
хулан çĕнĕ районĕсем ӳсеççĕ — растут новые районы города
ӳссе лар — 1) вырасти (о растениях) 2) подняться (о сооружениях)
çĕнĕ çурт часах ӳссе ларчĕ — новый дом поднялся очень быстро

çапăн

4.
печататься, публиковаться, быть напечатанным
кĕнеке пысăк тиражпа çапăннă — книга напечатана большим тиражом
журналта çĕнĕ сăвăсем çапăнса тухнă — в журнале опубликованы новые стихи

çăкăр

хлебный, хлебопекарный
хлебобулочный

килти çăкăр — домашний хлеб
çĕнĕ çăкăр — новый хлеб (из зерна нового урожая)
тулă çăкăрĕ — пшеничный хлеб
ыраш çăкăрĕ — ржаной хлеб
хура çăкăр — черный хлеб
шурă çăкăр — белый хлеб
çăкăр савăчĕ — хлебопекарный завод
çăкăр кăмаки — русская печь
çăкăр лавкки — хлебный магазин, булочная
çăкăр пĕçерекен — хлебопек
çăкăр сутакан организацисем — хлеботорговые организации
Çăкăртан аслă пулаймăн. — посл. Нет ничего главнее хлеба. (соотв. Хлеб — всему голова).
Çăкăр хырăм хыççăн çӳремест. — посл. Хлеб за брюхом не ходит.

çемье

семейный
ĕçчен çемье — работящая семья
йышлă çемье — многочисленная семья
нумай ачаллă çемье — многодетная семья
пĕчĕк çемье — маленькая семья
çĕнĕ çемье — молодая семья
çемье пуçĕ — глава семьи
çемье прави — юр. семейное право
çемйипех — всей семьей
çемйи-çемйипе — целыми семьями
çемьери пăхса ӳстерни — семейное воспитание
çемьери сăлтавсене пула — по семейным обстоятельствам
çемьепе мăшăрлану хутшăнăвĕсем — семейно-брачные отношения
çемье ту — создать семью
вăл хресчен çемьейинче çуралнă — он происходит из крестьянской семьи
Икĕ çын — пĕр мăшăр, çичĕ çын — пĕр çемье. — посл. Два человека — пара, семь человек — семья.

çĕклен

3.
подниматься, расти
çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ — поднимаются новые дома
хула çĕкленет — город растет

çĕклентер

3. перен.
поднимать, повышать
ĕç тухăçлăхне çĕклентер — повышать производительность труда
çĕнĕ шая çĕклентер — поднять на новый уровень

çĕлет

шить (заказав кому-л.)
пошить прост.
отдавать в пошив
çĕлетме пар — отдать в пошив
çĕнĕ кĕрĕк çĕлет — справить нрвую шубу
çитсăран кĕпе çĕлет — сшить ситцевое платье (заказав кому-л.)
юлашки модăпа çĕлетнĕ костюм — костюм, сшитый по последней моде

çĕн

I.
см. çĕнĕ

çĕнĕ

(çĕн)

çĕнĕ

1.
новый
çĕнĕ вĕренӳ çулĕ — новый учебный год
çĕнĕ йышши станок — станок нового образца
çĕнĕ пӳрт ĕçки — новоселье
çĕнĕ çул балĕ — новогодний бал
çĕнĕ хула — новый город
клубăн çĕнĕ членĕсем — новые члены клуба
çĕнĕ эрăччен — до новой эры, до нашей эры
çĕнĕ халлĕн — новым, в новом виде
маншăн кунта пурте çĕнĕ — здесь для меня все ново
çĕнĕ çĕре кай — переселиться на новые земли
çĕнĕ тапхăра кĕр — вступить в новый этап

çĕнĕ

2.
молодой, новый
çĕнĕ ăру — молодое поколение
çĕнĕ çăкăр — хлеб из зерна нового урожая
çĕнĕ çĕрулми — молодой картофель
çĕнĕ тырă — хлеб нового урожая
çĕнĕ уйăх — молодой месяц

çĕнĕ

3.
свежий, новый, новейший
çĕнĕ аш — свежее мясо, свежина
çĕнĕ сăра — свежее пиво
çĕнĕ хаçатсем — свежие газеты
çĕнĕ хыпарсем — последние известия
çĕнĕ юр — свежевыпавший снег

çĕнĕрен çĕнĕ —
1) все новые и новые
спорта çĕнĕрен çĕнĕ вăйсем хутшăнаççĕ — в спорт вливаются все новые и новые силы
2) новейший
наукăн çĕнерен çĕнĕ çитĕнĕвĕсем — новейшие достижения науки

çĕнĕ

4.
новый, вновь образовавшийся
çĕнĕ кĕрӳ — новобрачный
çĕнĕ кин — новобрачная
çĕнĕ çын —
1) новый человек, новичок (напр. в коллективе)
эпĕ кунта çĕнĕ çын — я здесь человек новый
2) молодая, новобрачная
çĕнĕ хурăнташ — свойственники, родня по браку

çĕнĕ

5. в знач. сущ.,
обычно в выделит. форме:
çĕнни
новое
çĕнни çĕнтерет — новое побеждает
çĕннине шыра — искать новое
çĕнни мĕн пур? — что нового?

çĕрулми

картофельный
вăрлăхлăх çĕрулми — семенной картофель
ир пулакан çĕрулми — ранний картофель
пĕр михĕ çĕрулми — мешок картофеля
çĕнĕ çĕрулми — молодой картофель
чăмăрла çĕрулми — картофель в мундире
шăннă çĕрулми — мерзлый картофель
çĕрулми аври — картофельная ботва
çĕрулми çеçки — картофельная ботва
çĕрулми ăсти — картофелевод, мастер по возделыванию картофеля
çĕрулми икерчи — ватрушка с картофелем
çĕрулми катлечĕ — картофельные котлеты
çĕрулми комбайнĕ — картофелеуборочный комбайн
çĕрулми нимĕрĕ — картофельное пюре
çĕрулми пусси— картофельное поле
çĕрулми ани — картофельное поле
çĕрулми сажалки — картофелесажалка
çĕрулми çăнăхĕ — картофельная мука, крахмал
çĕрулми калчаланнă — картофель пророс
çĕрулми кăлар — копать картофель
çĕрулми купала — окучивать картофель
çĕрулми çыр — обрабатывать междурядья картофеля

çинчен

3.
по чему-л.
çĕнĕ юр çинчен ут — шагать по свежевыпавшему снегу

çирĕплен

5.
закрепляться
çирĕпленсе лар — закрепиться
çĕнĕ позицире çирĕплен — закрепиться на новой позиции
çĕнĕ сăмахсем чĕлхене кĕрсе çирĕпленни — закрепление неологизмов в языке

çитĕн

4. перен.
расти, вырастать
появляться

çĕнĕ кадрсем çитĕнеççĕ — растут новые кадры
çитĕнсе пыракан ăру — подрастающее поколение
пушă вырăнта çурт çитĕнсе ларчĕ — на пустыре вырос дом

çул

II.

1.
год (12 месяцев)
алла çул — пятьдесят лет
аллă çулхи çын — пятидесятилетний человек
виçĕ çултан — через три года
выçлăх çул — голодный год
икĕ çул хушшинче — в течение двух лет
иртнĕ çул — прошлый год
иртнĕ çулта — в прошлом году
кашни çулах — каждый год
килес çул — 1) будущий год 2) в будущем году
çитес çул — 1) будущий год 2) в будущем году
пĕр çулхине — в один из годов, когда-то
пĕр çул каялла — год тому назад
пилĕк çуллăхăн юлашки çулĕ — последний год пятилетки
çĕнĕ çул — новый год
çур çул — полгода
темиçе çултан — через несколько лет
çул хыççăн çул — за годом год
çултан çул — из года в год, год от году
çул типĕ килчĕ — год выдался сухой
нумай çул ӳсекен курăксем — многолетние травы
çуралнăранпа çитмĕл çул çитрĕ — исполнилось семьдесят лет со дня рождения

çурал

2. перен.
зарождаться, появляться, возникать
ăмăртура çĕнĕ ĕç меслечĕсем çуралаççĕ — в соревновании зарождаются новые методы труда
манăн кăсăклă шухăш çуралчĕ — у меня возникла интересная мысль
Шывра çуралать, шывран хăрать. (Тăвар). — загадка В воде рождается, а воды боится. (Соль).

çывăхлат

1.
приближать, делать более близким
çĕнĕ çул пирĕн хуласене çывăхлатрĕ — новая дорога сократила расстояние между нашими городами

ăнкар

3.
осваивать
постигать

çĕнĕ производствăна ăнкар — освоить новое производство
ăнкарса ил — 1) догадаться, сообразить 2) разобраться, понять

ăратлă

племенной, породистый, породный
ăратлă ăйăр — племенной жеребец
ăратлă вăкăр — племенной бык
таса ăратлă выльăх ферми — ферма высокопородного скота
ăратлă лаша ĕрчет — разводить породистых лошадей
çĕнĕ ăратлă выльăх ӳстерсе кăлар — вывести новую породу скота

ăру

3.
поколение
аслăрах ăру — старшее поколение
çамрăк ăру — 1) собир. потомство, потомки 2) молодое, младшее поколение, юная смена
çĕнĕ ăру — новое поколение
ăруран ăрăва — из поколĕния в поколение, от поколения к поколению

ăслăла

1.
изобретать
çĕнĕ хатĕр ăслăла — изобрести новый прибор

ăçта

4. в знач. частицы,  
выражает отрицание:

где уж, где уж там,
куда уж, куда уж там

укçа нумай илтĕр пулĕ? —аçта унта нумай! — —наверное, вы много денег получили? — где уж там много!

ăçта каймасть — куда ни шло, так и быть
ăçта пăхнă унта — куда ни посмотришь, куда ни кинешь взгляд
ăçта пăхнă унта — çĕнĕ çуртсем куда ни посмотрю, всюду новые дома
ăçта кирлĕ унта — где попало, всюду
япаласем ăçта кирлĕ унта сапаланса выртаççĕ — вещи валяются где попало

ăçта килнĕ унта —  
1) куда ни придешь, повсюду
ăçта килнĕ унта халăх — повсюду толпы народа
2) где попало
3) куда попало
япалусене ăçта килнĕ унта пăрахса ан çӳре — не разбрасывай свои вещи где попало
ăçта çитнĕ унта — куда ни придешь, везде, повсюду

Ăçта суйса, ăçта улталаса. — посл. Всеми правдами и неправдами (букв. где ложью, а где обманом).

ĕречĕпе

2.
подряд
ĕречĕпе çĕнĕ çуртсем лараççĕ — подряд стоят новые дома

уйăх

лунный
кивĕ уйăх — старый месяц
çĕнĕ уйăх — новый месяц
çурла уйăх — серп луны
уйăх карталанни — образование ореола вокруг луны
уйăх каçăхни — нахождение луны в фазе уменьшения, на ущербе
уйăх катăлни — нахождение луны в фазе уменьшения, на ущербе
уйăх çаврашки — диск луны
уйăх çаврăнни — нарождение нового месяца
уйăх çурални — нарождение нового месяца
уйăх çапни — 1) лунатизм 2) лунатик
уйăх çути — лунный свет
уйăх тăххăри — фаза луны
уйăх тăхри — фаза луны
тулли уйăх — полнолуние
уйăх тулни — прибавление луны
Уйăх пур та çути çук. (Мачча чӳречи). — загадка Луна, но не светит. (Слуховое окно).

нэп

НЭП (çĕнĕ экономика политики) — ист. НЭП
НЭП вăхăтĕнче — в период нэпа

ят

9.  в роли служ. имени

по случаю, в честь
çĕнĕ çул ячĕпе саламла — поздравить по случаю нового года
çул уявĕ ячĕпе ĕç вахтине тăр — встать на юбилейную трудовую вахту

программа

программный
шкул программи — школьная программа
программа материалĕ — программный материал
программа требованийĕсем — программные требования
çĕнĕ программăсене ĕçе кĕртни — введение в действие новых программ

хуçăл

1.
ломаться, надламываться, переламываться
алă хуçăлни — перелом руки
хуçăлса ан — обломиться, отломиться
хуçăлса ӳк — обломиться, отломиться
хуçăлса кай — сломаться, переломиться
хуçăлса пĕт — переломиться, разломиться (во многих местах)
Пуслăх хуçăлсан çĕнĕ тăвăн, туслăх татăлсан мĕн тăвăн? — погов. Взамен сломанной притужины будет новая, а взамен конченной дружбы — ничего.

кил


тӳр кил — доводиться, случаться
мана унпа паллашма тӳр килчĕ — мне довелось познакомиться с ним
мĕн килчĕ ăна — что попало, все подряд
ăçта килчĕ унта — 1) где попало 2) куда попало
кăмăла кил — нравиться
çĕнĕ юрă пурне те кăмăла килчĕ — новая песня понравилась всем
пурăна киле — со временем
май кил — удаваться
май килнĕ таран — по мере возможности
май килсенех — при первой возможности

атте


çĕнĕ атте — отчим
атте çуридиал. отчим

анне


çĕнĕ аннедиал. мачеха
анне çуридиал. мачеха

страница

страничный
тулли мар страница — неполная страница
çĕнĕ страницăран пуçласа çыр — писать с новой страницы

çĕнĕ

6.
новина обл.
хлеб нового урожая
çĕнне тух — дожить до нового урожая

çын


йывăрçын — беременная
кĕçĕн çын — молодая, новобрачная
çĕнĕ çын — молодая, новобрачная
кĕçĕн çын упăшки — молодожен, новобрачный
çын ту — сделать человеком кого-л.
çын картĕнчен тух — выйти из рамок приличия

çĕнĕ


çĕнĕ хăта
— визит родителей невесты к родным жениха
çĕнĕ хĕр — визит родителей жениха к родным невесты

кооптаци

кооптация (суйлавлă органа çĕнĕ членсем суйламасăр кĕртни)
кооптаци ту — произвести кооптацию

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

вăтан

стесняться, стыдиться
вăтанса пĕртте калаçмарăм — из стеснения не стал говорить ничего
вăтанакан — стыдливый, стеснительный
вăтанакан çĕнĕ çын — стыдливая молодушка

ерне

I.
неделя
ерненĕн — неделями, понедельно
ерни-ернипе — по целым неделям
ернипе — целую неделю
ернелĕхе — на неделю
çак ернере — на этой неделе
çĕнĕ çул иртни миçе ерне-ши? — сколько недель прошло от нового года
аçусем ĕнтĕ сана пĕр ернеренпе кĕтеççĕ — уже неделя, как твои родители ждут тебя
ерне кунĕсем — дни недели

каç

I.
вечер, ночь
поздно

каç пулать — смеркается, сумерки
каçах — в самый вечер
каçалапа — под вечер
каç йенĕ — север
каçхи — вечерний, ночной демон, домовой
каçхи апат — ужин
каçчен— до вечера
каç пулнăпа — с наступлением вечера
çĕр каçрĕ — переночевал
каç пуласпа — около наступления вечера, пред сумерками
кĕçнерни каç — в среду вечером
ерне каç — в четверг вечером
праçник каç — вечером накануне праздника
каçалапа каçала йенне, каçхине — к вечеру
çĕнĕ çул каç — вечером на новый год

кун

син.: кăнтăр
день
кунăн — днями, поденно
кунĕпе — целый день
кунĕ кунĕпе — по целым дням; целые дни
кунĕн-çĕрĕн — и днем и ночью
кунĕ çĕрĕпе — целые дни и ночи
кунтан кун — день ото дня
çимĕк кунĕ — в день семика
çĕнĕ çул кунĕ — в день нового года
кун кунла — дневать

пăрçа

горох; çĕнĕ çул каçхине тăрса пăрçă çисен, пăрçа пулать, тет – если встать в ночь на новый год и поесть гороху, то, говорят, хорошо уродится горох; пăрçасем ĕлкĕреççĕ-и? - поспевают-ли горохи? нимĕç пăрçи – боб; тăрна пăрçи – журавлиный горох.

129 стр.

çăлтăр

звезда
çурăм пуç çăлтăрĕ — утренняя звезда
Çич çăлтăр (Алтăр çăлтăр) — Большая Медведица
çăлтăр ӳкни — падение звезды
нумай çăлтăр хушшинче çĕнĕ çăлтăр çутăлчĕ — между множеством звезд засветилась новая звезда
çăлтăрçă — астроном

çĕнĕ

новый; свежий; çĕнĕ пӳрт – новая избаа; çĕнĕ çын – молодуха; çĕнĕрен – снова; вĕр-çĕнĕ – совсем новый; çĕнĕ хыпар – свежие новости.

192 стр.

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

ырă

(ыры˘), добрый, хороший, превосходный, отличный; здоровый; милый. Почтенный. Святой. Ист. 65. Çын, ырра курсан, ырă чап сарать, усала курсан, усал чап сарать. Псалт. 389. Астивсе пăхăр, Турă ыррине курăр. Тороп-к. Пăть-пăлтĕк потене, ыр çарана йоратать. Альш. Ырă ут çине ларакан ырман, тет; çĕнĕ кĕрĕк тăхăнан шăнман, тет. Пазух. Ыр ут утланакан та, ай, ырман, тет; ыр тумтир тăхăнакан та, ай, шăнман, тет. Юрк. † Ырă ут çине ларакан ырман. Юрк. Ытла ырă пулĕччĕ, ун вырăнне Магницкие кӳртсе лартсан. Янг. К. Мана сĕт ырă мар, мне молоко не идет (сказал человек, которого прошиб понос). Сёт-к. Ыр ят (добрую славу) сарса çӳрет † Йĕри-тавра йыснисем! Хаяр сонсах ан ярăр, ыр кон-çолне халалăр. (--халаллăр). N. Сан ырă (почтенное) çыруна иккĕ [илтĕм]. Юрк. Ку тĕрлĕ аслă пăраçникре те çынна ырă сăмах кала пĕлмеççĕ. Юрк. Епле хăйсем пуйни çинчен тĕрлĕ ырă хыпарсем сарма тăрăшаççĕ. N. Турă ăна (ей) вилсессĕн те, ырă вырăн патăр, çутă çĕре кӳртсе вырнаçтартăр, тет. † Ырă шĕшкĕ пек тантăшсем пурччĕ; ырă хулă пек йăмăксем пурччĕ, — тăрса йулчĕç, ай, курăнать! Полт. 54. Ырă сехет çывхарать. Полт. 50. Ачашлакан ыр куçа астумасăр вăл ларать. † Çак хăта-тăхлачă ыр пулсассăн, пире килме-кайма пит лайăх. Эльборус. Хăш енчен шăршласа пăхан, çав енчен тĕрлĕ ырă шăрш килет. † Ах, хĕрес аннеçĕм, аттеçĕм, хаяр сонсах ан ярăр, ыр халапне парса ярăр! (т.-е. пожелайте добра, благословите). N. Святой апостол Павел çирнă ырă кĕнеке çинче. N. Арăмĕ каланă: веç санăн ырă апу ылтăн тарилккене çапса çĕмĕрчĕ и çитерекен лашана чиксе вĕлерчĕ, тенĕ. Собр. 3820. Ялтан яла шыраса ялăн ыри (лучшие из деревень) кунта-мĕн; хĕртен хĕре шыраса хĕрĕн ыри (надо: ырри?) кунта-мĕн. Ала, 7. Ну,  ăвăлăм, эсĕ манăн сăмаха итлесессĕн, ырă тăнлă çын пулăн. Тăвйп. Эпĕ ырра хирĕç ырă, усала хирĕç усал, тенĕ. Сказк. и пред. 18. Сывлăш ырă ыйхинчен вăранма та пуçларĕ. N. Ырă сывлăш, кисе, туртса кăларинччĕ, тесе калать, тет. N. Ырри çухатнă, усалли кӳнĕ теççĕ. (Послов.). Чхйп. Кĕтӳç хăй кĕтӳне вăй çитнĕ таран ырă пăхсан, кĕтӳри выльăхсам та ырă, аван, мăнтăр пулаççĕ. Никит. † Курăк ыри — çырла çеçки (лучшая из трав — ягодный куст), çырли ларать хĕп-хĕрлĕ. Ст. Ганьк. Ырă сехет тĕлне ту. Fac, ut faustam offendamus horam, h.e., ut opportunum tempus nanciscamur. Якей. Хĕрĕн ырри конта-мĕн. Оказывается, лучшие девицы — здесь. Юрк. Усал çумне выртаччен ырă (так напис.) ури вĕçне вырт. † Ĕçкĕ ĕçме лайăх ырă куç. Ватта ырра хур. Старого уважай. Бюрг. Кун кунлама патăр, çĕр çĕрлеме патăр; каçхине каçах пултăр, ирхине ырах пултăр. (Из обр. «тĕтĕрни»; Сала 3450). Сред. Юм. Кĕçĕллĕ çынна мунчара çапăннă чôхне ыррăн туйăнать (бывает приятно). N. Эпĕ халĕ турă пулăшнипе ырă-сывă пурăнатăп. (Из письма). † Усал çумне выртиччен ыррăн ури вĕçне вырт. Чем ложиться рядом с злым, лучше лечь в ногах у доброго. Альш. Атте-анне килĕнче мĕскер пур? — Ырă улпутран ырă тетем пур, ырă (почтенная) пикерен ырă инкем пур. Ырă вут ами, почтенная мать огня. См. Ашапатман. Т. VI, 22. Б. Бур. † Пули-пулми çынпала çула ан тух, ырă (почтенный) улпут пек пуçна çухатма. Сикт. Пӳртре пурте: ырă чӳк-кĕлĕ хапăл илтĕр; чӳк çырлах! тесе, пурте, ӳксе, пуççапаççĕ. Ib. Ун хыççăн пурте: ырă чӳк-кĕлĕ пӳлĕхçĕ, хапăл ил! тесе, ӳксе, пуççапаççĕ. Ib.  Ырă чӳк-кĕлĕ хапăл ил, тытнă-тунине çырлах, тет те, вара ачасене çиме хушать. Магн. 1. Ырă киремет. Ib. Туй-ек[к]инче хурăн çырли; татрăмăр та çирăмăр, ырă хурăнташ[ш]енчен уйăрăлтăмăр.  (Из солд. песни).  † Ырă Мускав пек ялăм пур, ялăм çинчен куç каймасть. Л. Кошки. Пĕлни пур, пĕлменни пур: ырă чӳк-кĕлĕ, хуш курса, хапăл ил! (Из моленья), СПВВ. Ырă пӳлĕх. Альш. Ах, тантăшçăм Люпун! — çын-çын урлă курăнать! çын-çын урлă курăнсан та, ыр(ă) пикенĕн курăнан. Альш.? Ырă кĕллĕм вырăнаçтăр. Да будет принята моя чистая молитва. Ой-к. † Çыр хĕринче çĕр çырли; татрăмăр та çирăмăр, ыр çĕр-шывран уйăрлтăмăр (расстались с святою родиною). || Ы р ă скорее указывает на нравственные свойства или на высокие качества, лежащие в самой природе предмета; аван и лайăх этого оттенка не имеют. Срв. «ырă кăмăлăм», но: «лайăх чĕлхе-çăварăм». || Добро. Макка, 100. Вăрçă хушшине ырă кĕмест. (Послов.). Ырра курсан, ырă пулать; усала курсан, усал пулать, теççĕ. (Послов.). Ырă тунине манакан çын — неблагодарный. Усал-тĕсел тулалла, ырри шалалла. Так произносят, когда поят больного наговоренною водою, совершая «ăш ыратсан, вĕрекен кĕлĕ». N. Пирĕн тутарсемпе, тухса, çапăçнинчен ырри пулас çук ĕнтĕ. 1. Самое лучшее для нас, это — вступить в битву с татарами. 2. От нашей битвы с татарами положительно не будет добра. Ч. С. Çын, ырра курсан, ырă пулать, усала курсан, усал пулать, теççĕ ваттисем. Чăвйп. Кĕркка! атя кунтан тарар, кăсем ырă калаçмаççĕ (они говорят недобрые вещи;  здесь —сговариваются  убить).  || Хорошо,  по-хорошему. М. Тув. Ати-апай пур çинче ыр ĕçес те ыр çийес.  Тогач. Тавай, ати, эреке, ыр ĕçес те ыр çийас. Полт. 49: Ват çын çине юратса ачашласа ыр пăхать (она). Юрк. Ĕнтĕ ырăран ырă калама тытăнать-çке. || Хорошо, что. Ч. С. Анне, ырă, аттене каласа кăтартмарĕ. || Добрый дух, доброе начало в природе. Собр. 1370. Çак тырсене акма вăрлăх кăларнă чух, ырра хирĕç ту усалла тӳртĕн ту. (Из моленья). Ib. 138. Уя тухăпăр татах ырра хирĕç, усалла тӳртĕн ту. (Из моленья). || Ырă ют, туру ют, песенная вставка, возникшая из «Ыр(ă), ей, ут, тур(ă), ей, ут»? Ч.К. Çич хӳрелĕ хĕр куртăм, — ырă ют, туру ют! — пилĕк çыххи пилĕк сум! Анаткасси хĕрĕсем ултă хĕрĕ пĕр укçа. || Ырă пурăнăçлă, благочестивый. См. 2. ырă.

хĕве хупни

назв. свадебного обряда. Альш. Хĕве хупас — «на секрет запереть». ''Ск. и пред. чув''. 83. Тăхтаманпа Нарспие хĕве хупрĕç кĕлете. ''Ала'' 66°. Пӳртре туй тукалаççĕ те хĕрпе каччине исе кĕлете каяççĕ хĕве хупма. ''Юрк''. Хĕве хупсан кăна çĕнĕ çын теççĕ. Çак ятпа вăл ача çураличчен çӳрет.

-сайран

послелог. со знач.: каждый, еже.— Его разновидности: саран, сарен, серен, сейрен. В лит. языке употребляется разновидность серен, притом всегда слитно: каçсерен, каймассерен. С. Айб. † Ах аттеçĕм, аннеçĕм, килмессайран чунăм савăнать. Ib. † Тупăлха турта, тура лаша, туртмассайран турти авăнать. Турх. Ирсайран. ЧП. Сехетсайран. ЧС. Эпир çиçĕм çиçмессайран хăраса: эй турă, ан пăрахсам, тесе, сăх-сăхатпăр. Сред. Юм. Праçник сайран çĕнĕ кĕпе илсен, кăçта окçа çитерес ман сирн валли. N. Эс çын сайран янă писмăна исен...

сакăлта

(сагы̆лда), уступ, образованный в почве; ухаб, обрыв. Яргуньк. Зап. ВНО. Сакăлта, уступ; уступчатый. Ib. Сакăлтана пыриччен, сакăр çулпа пымалла. Т. II. Загадки. Сак, сак, сакăлта, савăрвунă сакăлта. В Хорачка: сагы̆лдак. Сред. Юм. Сакăлта тесе çôл çинчн пĕчикрех лакăма калаççĕ. (Небольшая впадина на дороге). Торп-к. † Сакăрвоннă сакăлта, сакăрвон тенкĕлĕх лашине çапса утми турăмăр. С. Тим. Сак, сак, сакăлта, сакăрвунă сакăлта, (Пусма). Сĕт-к. † Тăхăрвоннă тухури, сакăрвоннă сакăлти, сакăрвон тенкĕлĕх лашине çапса отми турăмăр. N. Малтан тӳрем çĕр, унтан тӳрех сакăлта (обрыв). N. Çĕнĕ çуна, сăрлă ӳрече, сакалтана сикмин — лайăхчĕ. Сам. 71. Сакăлта çыр хĕрринче, тăмлă, хытă çĕр çинче курнăччĕ эп пĕр чечек. Тюрл. Çорконне шыв çорса кайнă та, сакăлта полнă (обрыв). || Углубление в реке. СПВВ. Х. Сакăлта; шывра пĕр тĕлте пĕр пĕчикçĕ кăна тарăн тĕле сакăлта теççĕ. Ст. Чек. Сакăлта = авăр. Буин. Шывра тăнă чух манăн урасем пĕр сакăлтана анчĕç кайрĕç (провалились в углубление). См. сакăлтак, санкăлта.

саклаç

согласие (русск.). Ерех 17. Саклаçа килсен, çĕнĕ çулччен кĕттерĕпĕр, унта кăна килĕштерĕпĕр.

сакруйла

делать закрой. Юрк. † Çĕнĕ пӳртре виçĕ чӳрече, сакруйланă тĕпсене.

сала

седо, селение, в особенности русское селение. СПВВ. N. Чăвашсем нуммай вырăс ялсене сала теççĕ. КС. Сала — хулана çывăх вырăс ялĕ. Тогашево. Онăн кил-çурчĕ сала пек. П. Яндоуши. Атте килĕ сала пек, кайăк вĕçсе тухаймас, эпĕ епле тухăп-ши. Синерь. † Ати çурчĕ сала пак, сала-кайăк тухас çукчĕ, эпир тухса карăмăр. (Солд. п.). ЧП. Вĕçсе çӳрен сар кайăк, сала çавăрас сасси пур. [Слово „сала“ известно в древнетурецк памятниках в значении города, крепости, поселения и т. п. В чуваш. говорах, в которых слово „сала“ выходит из употребления, часто оно заменяется словом „хула“. Трхбл. † Аслă ялçăм Палтиел, хула çавăрас сасси пур. Ib. Уийн килĕ-çурчĕ хула пек]. См. салатуй. || Выселок. Сред. Юм. Куçса ларнă ялĕсене сала теççĕ (даже и чувашские). || Назв. ряда русских селений, напр.: с. Русское Исенево, Марпос. р.; с. Мордово, в 6 км. от с. Елаура, б. Сенг. У., на берегу Волги; с. Русские Норваши, Янтик. р.; с. Высоковка, Шихазан. р.; с. Беловолжское, Козловск, р. См. Шуршу; с. Чиркова, б. Симб. У.; с. Большая Цыльна, б. Симб. У. (Çĕнĕ сала); с. Ишеевка, б. Симб. У. (Хурăн сала) и др. N. Пăртас сали (пŏрдас саλиы), назв. русск. с., Буртасы.

салам пар

приветствовать. Альш. Çул çинче ват çын мĕн тĕл пулсан, ăна куракана пĕрне салам парат, çăкăнат (присядает, делает реверанс). Ib. Салам парат, теççĕ çавна чăвашсем. Шел. 22. Кĕрсен, çĕлĕк силлесе кĕрӳ салам паратьчĕ. СПВВ. † Кĕрекере ларнă ватăсене салам парса тухам-и? ДФФ. Çамрăк хĕрарăмсем (кинĕсем) ваттисене (хуняшшĕпе хунямăшне) пуççапса салам паратьчĕç (в пер-вый день мункун'а). Туй. Татах салам парат кĕрт-сурта, хăрах урипе чăркуççине лара-лара виç хутчин. Пис. Çĕнĕ çын (молодушка) вĕсене салам парса ĕлкĕреймесен, тăкаççĕ те вĕсем. Юрк. Хăй (мăн-кĕрнӳкерĕ) малтан кĕрет те, хăтăшне-тăхлачăшне салам парат. Янш.-Норв. Туй халăхĕсене апат çитерсе пĕтерсен, çĕн-çынна (молодушку) салам пама илсе каяççĕ. Ăна акă мĕнле илсе каяççĕ: унта пуринчен ытла вĕт-шак питĕ нумай пухăнать: хĕрсем, арçын ачасем пухăнаççĕ. Пĕр хĕр çăл хĕрне кĕвентепе икĕ витре илсе анать. Унăн хыçĕнчен çĕн-çын та, тата ытти ача-пăчасем те анаççĕ. Çăл хĕрринче леш хĕр шыв ăсать те, çĕн-çынна çĕклеттерет. Вăт ĕнтĕ киле тавăрăннă чухне ачасем çĕн-çынна сырăнса илеççĕ те: салам пар та, салам пар! тесе кăшкăрса тăраççĕ; çĕн-çынна малалла ниепле те уттармаççĕ, çĕн-çын вара лăп-лăп лапчăнать. Çапла ăна ачасем пӳле-пӳле киле çитеччен виç-тăват хут лапчăнтараççĕ. Çавна салам пани теççĕ. См. Магн. М. 205. Орау. Туй пулсан тепĕр куннĕ упăшки хурăнташĕсене кĕçĕн-çын (молодушка) парне парать, çавна салам панă кун теççĕ. N. Салам панă кун („молодушка на другой день свадьбы у печки делает печке реверанс“).

сарăпла

вредить. Альш. ТММ. Сарăпламасть, не вредит, не вредно. Альш. Вăл хăмăшпа кăна сарăпламĕччĕ-ха. Ничего бы еще, если бы только камыш рос... Баран. 23. Маншăн пулсан, сана карташĕнчен хăваласа ярсан та сарăпламасть. N. Чие тата нӳрлĕ çĕрте те начар ӳсет. Сливăшăн вăл сарăпламасть. Орау. Сарăплас çук-ха. (Тырă кăшт йĕпенсен тытса пăхаççĕ те, сăян пулмалла мар пулсан, çапла калаççĕ). О земл. Ĕлĕк çын сахал, çĕр ирĕк пулнă, (жителей было мало, а свободной земли — много). Çĕнĕ çĕр çинче çумăр вăл тĕрлех пулмасан та сарăпламан. || N. Пирĕн Макçăм сарăпламас (не робеет, ему ничего), çикар та туртать. См. сарапла.

сарлака

(сарлага), широкий. N. Çĕнĕ уйăх сарлака пулсан, уйăхĕпех — çулла уяр, хĕлле сивĕ пулать. Ст. Чек. Сарлака çăвар, говорящий неприличные слова. || С афф. З л. „и“ — ширина. Изамб. Т. Ку пиртен пĕр теçеттине сарлаки аякка чарăнчĕ. Ядр. † Вĕрене çулчи сарлаки, темчул сарлака пулсан та, пурçăн туттăр пулас çук, пирĕн пуçа кĕрес çук, пирĕн пуçра шуралать.

сарлакан

(-ган), в широком виде. N. Çĕнĕ уйăх сарлакан пулсан, уйăхĕпех — çула уяр, хĕлле сивĕ пулат.

Сахчă

(сахч'ы̆, сахц'ы̆), назв. дер. б. Спасск. у.: Кивĕ Сахчă, назв. д; Старая Сахча, Çĕнĕ Сахчă, назв. д., Новая Сахча, б. Ставроп. у. || Назв. реки в б. Ставропольск у.

сыпă

(сыбы̆), стык, сочленение, коленцо, сустав. N. Сыппа лар, образовать сочленение. Цив. † И кив кантăр, кив кантăр, сыппи таран çĕнĕ кантăр. ЧП. Шемексенĕн хĕрĕсем сыпписерен ăсĕсем. Альш. † Леш кассенĕн каччисем сыпписерен ăсĕсем. Чотай. † Олăх толли олăх кĕпçи, татрăм-пăхрăм — сыппи çок, çирăм-пăхрăм — тути çок. ЧП. Сыпăсăр кĕпçе. VS. Ура сыппи шăмми, щиколотка. || Звено. Янш.-Норв. Ултă хуме сыппине утса çитсе пулмарĕ. || Плаха. N. Пысăк йывăç сыпписем, тĕпĕсем пулнă (были там). || Протяжение. Хора-к. Ĕмĕр сакки сарлака, порăнăç сып(п)и вăрăм. || Часть избы. Собр. Алăкран кĕрет те, сыппа ларат, куçне-пуçне чаркалат. Ау 278. Ах сасăçăм, ырă курас пулсассăн, алăк сыппа илтĕнтĕр. Рак. Тĕпел сыппа çитсен, тĕлĕнтĕм. Тайба. Пире хирĕç тухса илсессĕн, тĕпелĕн сыппинчи çын эпир; хирĕç тухса илмесессĕн, алăкăн сыппинчи çын эпир. (Хĕр сăри). || Завязка, поясок наряда сарă. Такмак. Сарă çукки çĕрĕк çăпата çыхса пырăр. Сыппи пулмасан, çĕрĕк тăла сыпса ярăр. Ст. Ганьк. † Сакăр пире сарă сыппи пилĕке çитми тумарăм. Неверк. Хума хĕррин сарă сыппи çитмен. (Сулă). || Широкая межа, отделяющая один ряд загонов от другого ряда (межа идет по концам загонов); ряд загонов расположенных смежно. Шел. П. 63. Унтан ыраш хушшипе ана сыпписемпе, йăранĕсемпе кайса, пĕр кӳлĕ хĕрне пытăмăр. Ст. Чек. Çак сыпăпа çумăр çуса карĕ (вдоль „сыпă ана“). Ib. Çак сыпăпа кай. Иди по этой меже. Ib. Сыпă имеет ширину 80 саж. (длина загона): пĕр сыпă ана, икĕ пуçĕнче ана сыппи икĕ сыпă хушши сыпă ана пулат (в длину загона). Виçĕ çухрăма икĕ сыпă ана пырат. Пĕр сыпă ана кай та, аслă çула тухăн. Альш. Елшел пĕр-икĕ ана сыппи çулерех кайса тунă хире (кладбище). || Квартал, участок. Юрк. Вуникĕ сыпă хулине утса тухса пулмарĕ. См. след. сл.

сырăн

обуваться. О сохр. здор. Вара сивĕ пулсан, тин лайăхрах тумланса, сырăнса çӳрес пулать. || Надевать, одевать, навертывать. КС. Ала 75. † Хир-хир урлă килтĕмĕр, çинçе сурпан сырнасшăн. Юрк. † Çĕнĕрен пĕтернĕ çĕнĕ сурпан, пар йинкене (жене „пичче“) сырăнма. Б. Олг. Арăм сорпан сырăнат. || Облеплять. КС. Паян урапана пит сырăнать (грязь липнет пластами). Çатра-М. † Тăвайкки çинчи тонкати сарă кăткăсам сырăннă; сара вăрăм хĕрсене сар ачисем сырăннă (облепили). Юрк. † Кĕреке тавра сырăнма хура шăна мар эпир. || Окружать, обступать. N. Вара ăна йĕри-тавра сырăнса илнĕ те, пуçĕнчен çапса çĕре ӳкернĕ. N. Питĕрĕнсе ларнă çуртсем тавра çарĕпе сырăнса ил. Янш.-Норв. Вăт ĕнтĕ киле тавăрăннă чухне ачасем çĕн-çынна çырăнса илеççĕ те: салам пар та салам пар, тесе, кăшкăрса тăраççĕ. Якейк. Мана йăтăсам сырăнса илчĕç, аран-аран пăшалпа хăваласа ятăм. || Приставать. Трхбл. Паян пăвансем лашана пит сырăнаççĕ. N. Тĕтĕм шăршипе ӳпресем, вăрăм-тунасем сырăнмаççĕ. || Прививаться. Пшкрт. Хорт сырăнат йӳç çомня. Якейк. Пыл хорчсем çăка çине сырăнса илнĕ.

сик

(сик, Пшкрт: свк), прыгать. N. † Урамăр вăрăм утмашкăн, хӳмĕр çӳлĕ сикмешкĕн. Сызр. † Тапарах та сикерех, уратине хуçарах, эпир тепĕре киличчен çĕнĕ урата хурайĕç. Ст.Чек. Тек сиксе çӳретчĕ-ха, халь сапăрланнă. Все хвастался, а теперь, небось, присмирел. Якейк. † Сик, сик (пляши) хора лаша, пире ыр çын хĕр памаçт. Ск. и пред. 76. Маттур пуса-каччисем вăйран тухса сикеççĕ. N. Тăвар сикет. Соль лопается на огне. N. Хам шăнса кайнă та (озябла), сиксе чĕтретĕп. N. Шăнса сиксе чĕтреççĕ. Беседа. Алли-урисем те сиксе чĕтреççĕ. Пазух. Çакă туйăн варринче, хитре хĕрсем хушшинче, сиксе юрлать туй ачи. N. † Эпир сиксе çупнă чух силленеттĕр маччисем. АПП. Карта сикен лаши пур. ТММ. Суккăр автан сиксе авăтат. (Вутă татни). Ау 29°. Суккăр автан сиксе авăтат. (Вăл та пулин пуртă). N. Коçсăр алтан сиксе авăтĕ. (Портă). Орау. Мур йытти, сиксех вĕрет! Юрк. † Куку сиксе авăтат йĕлме йывăçĕ тăрринче. Ала 73. † Куккук сиксе авăтат, йĕлме йывăç янăрать. || Двинуться с места. К.-Кушки. Ау 18°. Тухтăрсем каларĕç, тет: санăн хăраса чĕрӳ вырăнтан сикнĕ, терĕç, тет. Курм. Хам патарах сик (подвинься). N. Тарçи, кансĕрлес мар тесе, тек сиксе пырать (продолжает пересаживаться), тет; хуçи саваласа пырать, тет. Ашшĕ-амăшне. Вăл çапла пĕр сикмесĕр ларнă. Истор. Пĕр сăмах каласах темĕн тĕрлĕ вăйлă кайăксене вырăнтан сикейми тунă. N. Эп сикмерĕм. Я не подвинулся. || Вывихнуться. Изамб. Т. Ман алă сикрĕ. Трхбл. Хĕне-хĕне ал сыпписем сиксе пĕтрĕç. Бил до того, что все руки отбил. Якейк. Тăпра нумай йăтса ман пилĕк сикрĕ. N. Вăл мана: пĕр-пĕр япалу сикмен-и? тесе ыйтрĕ. Эпĕ ăна: сулахай алă ыратать, терĕм. || Падать. N. Шу сикет, шыв сиксе йохать (водопадик). В разн. говорах: сикекен шу. См. лок-лок, локкит. Лашм. † Пĕлĕт юхат, пĕлĕт юхат, сиксе юхан çурхи шывсем пек. Якейк. Улма йăвăççинчен улми сикмест, теççĕ. (Послов.). || Трещать; издавать треск. Собр. Вилнĕ çын чĕрине касса, пурт кĕтессине чиксессĕн, пӳрткĕтесси сикекен пулать, теççĕ. НАК. Кĕтессине никĕс айне вилнĕ çын чĕрнине хурсассăн, çав кĕтес сикекен (шартлакан) пулать, теççĕ. Çавăнпа чăвашсем пӳрт туртнă çĕре пули-пулми çынпа ача-пăчасене ярсах каймаççĕ. || Трескаться. Альш. † Самартан илнĕ сарă арча, çиччĕ тапрăм — сикмерĕ (не треснул). N. Шăнса çитнĕ çĕр сикет. || Взорваться. В. Олг. Вот тиертсе тохнă, час сиксе тохса каймас. || Быть пропущенным. N. Пĕр сăмах сиксе юлнипе, пĕтĕмпех çĕнĕрен çырмалла пулчĕ. Из-за пропуска одного слова, пришлось вновь все переписывать. || Проходить. ЧП. Аслă вăрманта ырă йывăç, çын курмасăр кун сикмест. N. † Куç-çул тухманни кун сикмест. || Стрелять, дать выстрел. Пшкрт: тэ̆ллӓзӓ удас тӓрэ̆м т̚ӓ, маны̆н пы̆жал секмӓрэ̆, тол’кы̆ листон’ы̆ анџак пы̆т-чат! тӓрэ̆. || Заражать, переноситься, переходить. О сохр. здор. Пĕринчен тепĕрне сиксе ерекен чирсем (заразные болезни). Рук. Календ. Прокоп. Чирсем нумайĕшĕ пĕр çынтан тепĕр çынна сикеççĕ. СВТ. Шатра чирĕ çынтан çынна сикет. N. Усал пурăнăç пĕр çынтан тепĕр çынна час сикет. Баран. 46. Ăна вăл хул-пуççинчен сăхнăччĕ, Ехрим старик илсе пыраччен шыççи (опухоль) хулĕнчен мăйне, кăкăрне сикрĕ. || Гнаться, бросаться. Альш. † Каччă тарăх сикмешкĕн çĕнĕ кас хĕрĕ мар эпир. Алик. Кушак, патша çуртне кĕрсен, патша хĕрĕ тăрăх сикма тапратнă. Сунчел. † Ял-ялĕнчи хĕрĕсем, ах люль-люль, хĕрĕсем, качча хирĕç сикетч-ĕçке; хамăр ялсан хĕрĕсем уява хирĕç сикетчĕ-çке. N. † Ял-ялăнчи хĕрсем, ах лӳл-лӳл, хĕрсем, каччи хирĕç сикет-ĕçке; хамăр ялсан хĕрĕсем уява хирĕç сикетĕ-çке. || Итти в случку. Кан. Ĕнесем çине сикмест. || Плескаться (о крупной рыбе в воде). N. Эпĕр Атăл хĕрне пырса тăрсан, пĕр пулă хытă сикрĕ те, эпир шотсăр хытă хăрарăмăр. || Биться усиленно (о сердце). Б. Яныши. Çав Иван Павлăвăн ернипех чĕри сиксе çӳрерĕ, тет. || В перен. знач. Якейк. Ача сиксе макăрать. Плачет громко и продолжительно. Микушк. † Урама тăрăхла шурă пӳртре сарă сăмавар сиксе вĕре-çке (кипит сильно). Чеб. † Сиксе вĕрет çамрăк чун, тăвана курсан чарăнмĕ-ши (не успокоится ли при свидании с родным)? Пазух. Сăмаварсем сиксе те, ай, вĕреççĕ, чейниксене лартсан, чар(ă)наççĕ. Цив. Хĕрарăмсем пӳртре сиксе хĕрсе пир тĕртеççĕ (ткут во всю).

сулахай

(сулаhаj), левый. Собр. Сулахай урана малтан сырсан, юмăш калаçат, теççĕ. СТИК. Сулахай сыпчăк, алли пылчăк. N. Çывăрнă чухне сулахай енче çывăрăр, сылтăм енче çывăрсан, сылтăм хулпуççи çинче ларакан шуйтан хĕпĕртет. Сулахай енче çывăрсан, шуйтан макăрать, ангел хĕпĕртет, тет. (Поверье). Зап. ВНО. † Ай-аях, май-аях, сӳсмен пăяв сулахай; маяк касма карăм та, пĕчик пурта (топорик) тытса илчĕç, куккăр кутне кукăртрĕç. ЧС. Тата урине тăла сулахай чăркаса çĕнĕ çăпата тăхăнтарчĕç, çăпати кантрине вил-тӳ çыхрĕç. Вил-тӳ çыхмасассăн, вилнĕ çын салтма та, сырма та пĕлмест. N. Двинскирен сулахай енче. Налево от Двинска. Коракыш. Кăвак сăхман, йĕс тӳме, сулахай арки хам пултăм. (Сравнение грусти, несчастья; почему-то левая пола „сулахай арки“ служит выражением несчастья; кажется на это есть поверье). Альш. Ах йыснаçăм, йыснаçăм, вуник чĕлĕ пушăтран хăрах çăпата кăларчĕ, вăл та пусан сулахай (на левую ногу). || Левша. Изамб. Т. Сулахай или сулахай пăяхам (левша). || Фамильное прозвище. К.-Шемяк.

сун

сон, желать. Бгтр. † Ах, пус-килсем (кӳршĕсем), ял-йышăсем, усал сунса ан ярăр. (Солд. п.). N. Вĕсем мана канлĕх суннă пек калаçаççĕ. Ала 91. Эй ачамсем, ахаль каламан: ама-çори амăшĕ, тесе: мана ырă сунан çавă пурăнăçа ан куртăр. Юрк. Çав вăхăтра çынсем пурте çапла савăнса темĕн тĕрлĕ ырăлăх суннине курсан: мана капла пĕлекен çынна ырă сунманни лайăх мар, эпĕ те ăна çынсем умĕнче ырă сунам халĕ, тесе шухăшлать. Ib. Пурте хăна (тебе) усал сунĕçĕ (будут проклинать). Ал. цв. 29. Çилĕллĕ аппăшĕсем, тĕрĕс ĕçлесе тăракан тарçисем, аслă улпутсем, салтак пуçлăхĕсем — пурте каччăпа хĕре ырăлăх-сывлăх суннă. Т. VII. Эпĕ сана уншăн тем пек ырă сунăп (несказанно буду благодарить). Б. Олг. Похăнчĕ хăна, пӳрт толли; сонни (-ννиы) килчĕ пор хăна та (приехали желанные гости). Изванк. Ыр тор ыр сунтăр. (Начало моленья). В. Олг. Лаша лайăх — ларакан çок; пĕренĕк нумай — çиехен (= çиекен) çок, çиехен пор та — сонни çок; сонни (желанная) пор та — варли (-λиы) çок; варли пор та, конта килме вăтанат. Утăм. Тĕл пулмарăм сунан ĕмĕте. N. Çынна хаяр сун, желать другому зла. || Питать добрые чувства, любить. N. Халĕ ĕнтĕ вĕсем Якура хирĕç нимĕн те кăшкăрмаççĕ, анчах хĕрарăмсем сунмаççĕ. Б. Олг. Сăпаççипах аттине пере(= пире) сонса чĕннĕшĕн. Ib. Кам хорат виçĕ пус, кам мĕн чолĕ сонса парат яшка çинĕшĕн. Ib. Киле кĕртĕм (зашел) эпĕ, хорăнташсам патне каясшăн, мана парне параччĕ: пир, сонаканĕ окçа парат, пор те парат, çип те параччĕ салтака кайнăшăн. В. Олг. Эс мана сонмарăн (не почтил; не пришел в гости, будучи зван). Шибач. Сонса пар (йоратса пар). Ib. Ыр сонса (йоратса) килтĕм. С. Айб. † Мана сунакан ыр çынсем, атте-анне килне пырса кур. || Надеяться, чаять, ожидать. N. † Куриччен, курассăн сунмарăм, курсан, калаçасса та пĕлмерĕм. Бюрг. † Сарă-сарă пăри кĕлти, саланмассăнах сунчĕçĕ, саланчĕ-ĕçке, саланчĕ; телĕйсĕр-телейсĕр пуçăма, камалсăр пулĕ, терĕçĕ, кайрăм-ĕçке, кайрăм куç курман çĕре. Толст. Эпĕ ăна вĕренессе те сунмастăм (не чаяла, что научусь). Собр. † Çуратаччĕн çуратассĕн сунмарăн. Кильд. † Çĕнĕ-ах та тир, сакăр тир: çĕлетиччен çĕлетессĕн сунмарăм (не чаял). Н. Лебеж. † Ай-хай атте чунăм, анне чунăм, тупиччен тупасса сунмарăм. N. Апла çырманнисене ӳлĕмрен укçа памасса сунать. Ал. цв. 22. Малалла санăн ман патăмра пурăнассу килмесен, эпĕ сана ирĕксĕр пурăнмалла, ĕмĕр сунмалла тăвасшăн мар. N. Ярах ĕнтĕ мана, халĕ те манăн аттемпе аннем мана курасса сунмаççĕ. ЧС. Чăвашăн пĕр-пĕр çын сымарлансан мĕн тусан, мĕн çине сунма пур вара: е керемет тытнă, е вилĕ вăрăннă пулĕ, тесе, юмăç тăрăх сĕтĕрĕнсе çӳресе супаççĕ, вара. Юрк. Эпĕ санран çыру мĕн илессе сунманччĕ: епле çырса яма асна илтĕн-ши, тĕлĕнетĕп. N. Чӳркӳ праçник кон сонса карăмăр.

супăш

(субы̆ш), маяться, мучнться. Çĕнĕ Пурăнăç. Тар тухиччен ĕçлесе, кунĕ-çĕрĕ асапланса пурăнакансем йĕрсе супăшса пĕтетчĕç.

сурăх-ури

сорăх-ори, сурхури, сорхори (-h-), букв. — „овечья нога“. Зимний праздник молодежи, сопровождавшийся в недавнем прошлом гаданием, когда впотьмах в хлеве ловили руками за ногу овец. Прежде (по крайней мере в северной части Чувашии) он совершался в З-ю пятницу после Николина дня (6 дек. по ст. ст.), а позднее в одних местах сурхури стали называть ночь под рождество, в других — ночь под новый год, в третьих — ночь под крещенье. Помнили и старое время празднования сур-хури, т. е. З-ю пятницу после Николы. В общем, праздник этот по времени совпадал с русским рождеством и святками с их гаданиями и уже представлял смешение чувашского и русского праздников. На этом основании русский христианский праздник рождество (в чувашской переделке „раштав“) в некоторых местах чуваши назвали словом сурхури или сорхори (сорхори конĕ — 25 декабря по ст. ст.). Последнее название известно в северной части Чувашии, а слово раштав в этом значении там не употребительно. В южных частях, напротив, рождество почти исключительно обозначается словом раштав, а сурхури означает лишь гаданье под новый год (сурхури тытни). Изамб. Т. Хăшĕ-хăшĕ сурăх ури тытаççĕ. Картара, тĕттĕм çĕрте, шур сурăх тытсан, ул арăмĕ сарă пуласса пĕлтерет. Хĕрача тытать пулсан, упăшки сарă пулассине пĕлтерет. Камăн сурăхĕ хура, улă арăмĕ хура пулассине пĕлтерет. Суккăр, уксах сурăх лексен, арăме çуккăр, уксак пулассине пĕлтерет. Бисяр. Çĕнĕ-çул каç тĕттĕм çĕрте сурăх ури тытаççĕ: кама шурă сурăх лекнĕ, унăн арăмĕ шурă пулать, теççĕ, кама хура сурăх лекнĕ, унăн арăмĕ хура пулать, теççĕ. Шарбаш. Сурăх-урисем те, çăварнисем те лайăх иртертĕмĕр, N. Сорăх-орисĕр, раньше святок. Ала 30. Ачасен юри. Çиттĕр, çиттĕр сурăх-ори, сурăх-ори, сурăх-ори терĕмĕр, сорăх-ори çиттĕр, ай, курăнать, атьăр тухăр, ачасем, урам тăрăх кайăпăр, килĕрен киле çӳрĕпĕр, килĕрен кукăль чӳклĕпĕр; мучи пире кӳртетни. Кӳртмесессĕн, каятпăр; кӳртет, кӳртет, ан кайăр; кинемей, пире кукăль пар, паратни та памасни, кукăль парсан, каймаспăр; парать, парать, ан кайăр. Ib. 100. Сорăх-ори йорри. Сорăх-ори Кĕркори, Ваççа хĕрĕ Варвари, Тӳми çохи латтым çок, кĕтĕмĕр те тохрăмăр. Пĕри така, тепĕри пытяк, мекекек, мекекек! Шурăм-п. Сурăх-ури чухнехи вăйăсем. 1. Пуслăх тăратса йăвантараççĕ: арçын пулсан, пуслах йăваннă енчен хĕр илет; хĕр пулсан, çав енне качча каять. 2. Пуçа путалка тăхăнса уçă хапхаран тухаççĕ: ниçта лекмесĕр тухса кайсан, хусах — çак çулта авланать, хĕр — качча каят, тухаймасан — çук. З. Пӳрт умне кайса итлеççĕ. Укçа шутланнине, укçа сасси илтес пулсан, (пуян çĕртен илсе) пуян çĕре кайса, пуян пурăнмалла. 4. Ампар умне кайса итлеççĕ: тырă юхнине илтсен, пуян çĕре каятăн, кушак-кайăк кăштăртатнине илтсен, чухăн çĕре каятăн. 5. Йĕтем çине выртса итлеççĕ: пуртă сасси илтсен, тепĕр çĕн-çулччен вилетĕн. 6. Çăл кайса питреççĕ. Упăшка пулас ача çĕрле тĕлĕкре çăл уççи илме пырать. 7. Таса юр çине кайса выртса, хăйсен кӳлепине хăвараççĕ. Ирччен çавăнта тыр пĕрчи пырса выртас пулсассăн, аван çĕре кайса, пуян пурăнатăн, йытă пăх мĕн тупсан — вилетĕн. 8. Чăх тытаççĕ. Малтан урайне çатмапа шыв, çăкăр, тенкĕ, кăмрăк, кĕл хываççĕ. Вара, чăххисене ярсан, вĕсем мĕн сăхнине пăхаççĕ. Çăкăрпа тенкĕ (украшение из серебояных монет) сахсассăн, пуян çĕре каятăн, кĕлпе камрăк сăхсассан, чухăн çĕре каятăн. Шыв ĕçсессĕн, эрех ĕçекен çынна каятăн; чăхху, урай çине ярсан пăтратса вĕçсе çӳрес пулсассăн, упăшку вĕçкĕн (çăмăл çын) пулать, лăппăн çӳресен, йăваш, лайăх çын пулать. 9. Аслăк çинчен улăм тухса çыртаççĕ. Камăн тырă пĕрчиллĕ лекнĕ, çавă пуян çĕре каять, пушши лекнĕ пулсассăн, чухăн çĕре каятăн. 10. Чашăк çинчи шыв çине çурта ирĕлтерсе яраççĕ. Çурта тăмламĕ шыв çинче путса чашăк тĕпне тивес пулсассăн, качча каятăн; путмасассăн — каймастăн. Çурта тăмламĕ сивĕнсен, çӳле хăпарать. Вара, çак тирĕк тĕлĕнче тăрсассăн, пуян çĕре каятăн, кăмрăкпа кĕл тĕлĕнче тăрсассăн, чухăн çĕре каятăн. 11. Кĕнчелеççи çинчен сус туртса илсе, хуллен йăвалаççĕ те, çунтараççĕ. Кĕлĕ çӳлелле хăпарас пулсассăн, авланатăн, çӳле улăхмасан — авлаймастăн. Кĕл сарă пулсассăн, матку сарă пулать, кĕл хура пулсассăн, матку хура пулать. 12. Шăтăрнак шутлаççĕ. Пĕр хушăра мăшăр тухсассăн, ху та мăшăрланатăн, мăшăр тухмасан — авланаймастăн. 13. Улăм пĕрчисене çатма айне хурса нăриклеттереççĕ. Çав упăшка пулас ачан ятне каласа парать. Улăм пĕрчи миI ми! киI киI тет. Хĕрĕ: манăн упăшка пуласси Микит, тет. N. Хĕрсем сурхурине хăмла парсан: пирĕн те каяс, эпир те сурхурине хăмла панă, теççĕ. N. Эпĕ санăн çыруна илтĕм сорхори тепĕр конне, декабĕрĕн 26-мĕшĕнче. Чертаг. Сôрхори, сôрхори, пĕр вĕç вакра, пĕр вĕç картара. Тораево. Ме, ме, сурхури, çулталăкра пре (= пĕрре) килет, юрлăр, юрлăр, ачасем. Куклĕ парас сасси пур: парать-и, памасть-и? Парать, парать, ан кайăр. (Из „сурхури юрри“). Якейк. Сорхори чопнă чох ачасам кашнă çын панчех коккăль татăксем кăсия чикеççĕ. Каран çав коккăльсене сорăхсене параççĕ. Çапла тусан сорăхсам лайăх порнаççĕ, хонаççĕ, теççĕ. Бгтр. Сурхури ачисем — ребята, бегающие в этот праздник по домам. Пир. Ял. Улахра сурхури кукăли çинĕ чух чухăн ачисемпе пуян ачисем хушшинче тавлашу тухса каять. Абаш. Сорхори чох килтĕм. N. Сорхори кон килтĕм. Пришел (приехал) в день рождества. N. Сорхори витри — симĕс витри, симĕс витри коптăрт! тет, айта, тантăш, киле кас (= каяс). N. Тепĕр эрнерен сорхори салачĕ поçтаратпăр. Бгтр. Сурăх ури. Ӳте кĕнĕ кун (первый день мясоеда, т. е. день рождества) каçпа ачасем урама пуçтарăнса тăраççĕ. Вара такмакпа хутаç тупса тухаççĕ те, урамăн чăн хĕрĕнчи пӳртрен пуçласа, килрен киле кĕрсе çӳреççĕ. Çӳренĕ чух ĕлĕкрех: „сурăх ури, сурăхсам питек туччăр-и, арăмсам ача туччăр-и, хĕрсем хĕсĕр пулччăр-и!“ тесе кăшкăратьчĕç. Халĕ пирĕн апла кăшкăрма пăрахнă. Пӳрт-умне хăпарсан, унта сикеççĕ, тĕпĕртетеççĕ. Вара пӳрте кĕреççĕ те, тропарие кондак юрлаççĕ, ĕлĕкрех апла юрламасчĕç. [Здесь приведено описание сурхури до Октябрьской революции, в переходный период от язычества к христианству, когда старый народный обычай уже стал вытесняться и заменяться обычаем „славления христа“. Ред.]. Юрласа пĕтерсессĕн: „пăрçа çакăн çӳлĕш пултăр“, тесе, пăрçасене чăштăр-чаштăр çӳлелле сапаççĕ. Пӳртре кĕçĕн-çын пулсан, е хăна-хĕр пулсан, ăна та пăрçапа сапаççĕ. Вара: кĕрпе пур-и? çу пур-и? тăвар пур-и? тесе ыйтаççĕ. Вара вăсене пăрçа, кĕрпе, тăвар, тата хăшĕ çу параççĕ. Тухса кайнă чух сурăх-ури ачисем: „сак тулли ачи-пăчи, урай тулли питекки, пĕр вĕçĕ шывра, тепĕр вĕçĕ картара“, теççĕ. Пур çын патне те кĕрсе пĕтерсен, пĕр яракан çын патне килеççĕ те, пăрçапа пăтă пĕçерме тапратаççĕ. Кашни кĕтшер (понемногу) вутă йăтса килеççĕ, тата хăйне валли кашăк илсе килеççĕ. Апат пиçиччен ачасем темĕн тĕрлĕ те выльляççĕ, юрлаççĕ. Пиçсессĕн, çуллă туса çиеççĕ, вара киле тавăрăнаççĕ. Ĕлĕкрех, апат çисен, кĕлетке тума каятьчĕç: юр таса çĕре каятьчĕç те, унта месерле выртса, кĕлетке туса хăваратьчĕç. Тепĕр кунне ирех кайса пăхатьчĕç. Камăн кĕлеткине йытă е кĕрĕк мĕн (= кирек мĕн) таптана, вараланă пулсан, çавă вилет, тетчĕç. Халĕ пирĕн апла тума пăрахнă. Хурамал. Сурăх-урине çĕнĕ çулпа крещение хушшинче тăваççĕ. Хĕрсем нумайăн пухăнса салат пухса сăра тăваççĕ. Сăрана хатĕрлесен тепĕр кун ирхине икерчĕ хураççĕ те, каç икерчине пĕçереççĕ. Унта пасар çăнăхĕнчен (из крупчатки) вĕтĕ йăвасем пĕçереççĕ, вăл йăвасене чепчек теççĕ (тутарла). Каç пулсан ват çынсем пухăнаççĕ. Вăлсем укçа параççĕ те, вăсене хĕрсем сăра ĕçтереççĕ. Ваттисем кайсан, çамрăксем ĕçме тытăнаççĕ, купăс-кĕсле каласа ташлаççĕ, сăра ĕçеççĕ, çупа икерчĕ çиеççĕ, чепчек валеçсе параççĕ. Унтан хĕрсем каяççĕ сурăх-ури тытма. Сурăхсем хупнă витене кĕреççĕ те, камăн аллине мĕлле сурăх лекет, пĕрер сурăх тытса, мăйне паллă япала çыхса яраççĕ. Тепĕр кун кайса паллаççĕ: ватă сурăх лекни, ватă качча каять, теççĕ, çамрăк сурăх лекни çамрăк çынна каять, теççĕ. Унтан анкартине каяççĕ, капантан тырра шăлпа çыртса туртса илеççĕ те, пучахне йăваласа, тĕшшине суса пăхаççĕ: тĕшши ытă (нечет, непарно) тухсассăн, тепĕр çулччен качча каймасть, тĕшши тĕкел (чёт, парно) тухсан, качча каять, теççĕ. Унтан каяççĕ пуян çын çурчĕ патне, кĕлечĕ хыçне тăрса итлеççĕ: пуян пурăнас пулсан, укçа сасси илтĕнет, теççĕ; çавна: тăн итлерĕмĕр, теççĕ. См. Магн. М. 97.

сурпан сăри

назв. обряда, по которому вышедшая замуж дочь с мужем приходит с первым визитом к своим родителям и привозит к ним в качестве угощення (гостинца) боченок пива. Пшкрт. ЧС. Тепĕр кунне хĕрĕ кучченеç пĕçерсе ашшĕпе амăшĕ патне пĕр пĕчĕкçĕ пичке сăрапа сурпан кăтартма каять. Ăна сурпан сăри теççĕ. Ib. Шилĕкĕ çĕнĕ çынсем сурпан сăрипе килечченех тăрать. Якейк. † Каять, каять Марийĕ, епле порнас Миронăн; порнас полать покути, сорпан сăрипа киличчен. (Свад. п.). См. сорпан кăтартни.

суха

соха (суhа, соhа, Пшкрт: соҕп), соха. Юрк. Суха таврашĕсем: купташка, калек, пăркăç, суха тытки, суха тимĕрĕ. Пшкрт. Части сохи: соҕа сы̆βаλиы, соҕа торδиы, соҕа копτиы, сорβан хы̆ми, хыз'олδиы пошкар, соҕа темри. В. Олг. Части сохи: соха копти (рассоха), соха ари (= аври, ручки), соха ораççи (поперечная палка), соха пăйи (подвои), соха çăпали (полица). Якейк. Соха хатĕрĕ: соха пуç, соха торти, соха аври, копта, пота пăявĕ, соха коптине тытакан вĕрен, сорпан хăми, пота пăяв патакки, торта пуç кантри, соха тимĕр, соха калак, карлав, тыр конти. Çĕнĕ-Мăчтăр. Суха; суха капташки, суха тимри, суха пăяв, суха тытми, суха савăлĕ, суха турти, суха каликки. || Пашня. В. Олг. Соха патне ыран ирех каймалла. Никит. Иван пичче апат хыçĕнчен улпут хырĕм турĕ те, суха патне кайрĕ. Баран. 120. Ака-суха тума йывăçранах сухине, сӳрине тунă. N. Суха çине, на пашню. N. Суха кампа тăвассине эпĕ кунта пĕлместĕп. Вута-б. Сухана пĕтерсен, анкартине сухалаççĕ, вара уммасене лартаççĕ. Четырлы. Кристянсем тырă акма сухана тухаççĕ. СТИК. Сухаран килтĕм. Приехал с пашни. N. Соха атте кисе сохаласа пачĕ. N. Атте сухана кайнă, йинке пасара кайнă. ЧС. Сухара (на пашне) турĕ пыратьчĕ (лошадь). Токшик. Тăпра типсен, суха патне тухаççĕ. N. Пирĕн çĕр ĕçлекен çыннăн килти ĕçсем: суха сухаласси, тыр вырасси, кĕлте кӳресси, авăн çапасси. N. Хапхана уçса яр халĕ еппин, эпир иксĕмĕр сухана тухса каяр. N. Сохасем хамах сохаларăм. N. Суха хытă пулчĕ (жесткая земля). Урож. год. Сĕлĕ сухине тăвать.

сухăр

сохăр (суhы̆р, соhы̆р), смола на коре дерева, сера древесная. ЧП. Кĕтĕм çĕнĕ пӳртĕн ăшĕсене, ӳсĕрĕлтĕм сухăр шăршипе. Панклеи. † Пирн ял ачи вĕт ача, вĕтĕ те полин, вĕтрен пек, çыпăçсассăн, сохăр пак. N. Сухăр — 1) смола, 2) смолистая грязь при корне шерсти овцы. Календ. 1910. Çăпан çине çыпăçтармалли пластăра ак çапла тăваççĕ: тимĕр кашăк çине пăртак çу яраççе, пăртак сухан, сухăр, пыл хураççĕ. О сохр. здор. Вăл чир килти выльăхсенчен пулать, вăл вĕсен тирĕсенчи сухăр айĕнче тăрать. Чураль-к. Пирн ял ачи вĕт ача, вĕтĕ те пулсан, вĕтрен пек, çыпăçсассăн сухăр пек; çӳçрен ярса тытсассăн, çӳç тухмасăр ямаççĕ. ЧП. Сан тутара (в губах) сухăр çук, ман тутара вĕтрен çук. || Канифоль (прежде канифолили смолою). КС. Сухăр сĕрес, канифолить. Альш. Купăççă купăсне ĕнерет-тăвать те, сухăр сĕрет те, „хĕр йĕрри йĕртет“. || Сера в ушах. Пшкрт. Орау. Сухар; хăлха сухăрĕ, сера. || Сера в шерсти овцы. Оesypum. Яргуньк. Сорăх çăньсем касрăн-и? — Касман, сохăр(ĕ)сем (сохы̆рзэм) хăпарман-ха. N. Сурăх çăмин тĕпĕнче сухăр пулать. || Прозвище одного мужч. Сред. Юм.

сӳре

борона. Сирĕк-х. Сӳре шăлĕ, сӳре унки. Çĕнĕ-Мăнтăр. Сӳре шăлĕ, сӳре ӳречисем. Пшкрт: сӧрӓ, борона. СТИК. Части бороны: сӳре шăлĕ, зубья; сӳре урли (-λиы): сӳре унки, деревянное кольцо; сӳре шăвкăччи, палка, на которую надевается кольцо с веревкой. N. Хветĕр кукки тимĕр сӳре тӳрлетрĕ. ХЛБ. Тимĕр шăллă сӳре, унпа ытла вĕтĕ сӳреме те юрамасть, вăл çăмăр пулсанах хытса каять. || Бороньба. В. Олг. Тăпра моклашкаллă; сӳре ванмарĕ, тăпра моклашкалă полчĕ. Ачач 90. Ку кун тата кĕсре сӳрере калама çук аван пычĕ. Юрк. Сӳрене кай, ехать боронить. || Сновальня. Якейк. Сӳре çинче пир комаççĕ. Ягудар. Сӳре — сӳретке, сӳрекке, кумкăч. || Мера пряжи, натянутая на одну сновальню. Шорк. Пĕр сӳре, икĕ сӳре — особая мера пряжи. Икково. Сӳре, мера длины холста.

сӳс çиппи

нитки из кудели, суровые нитки. Изамб. Т. Çăварни иртсен, хĕрарăмсем сӳс çиппине малтан шуратаççĕ (çăвса, лупас çинче пĕр-ик-виç кун вырттараççĕ), унтан пĕветеççĕ, унтан вара тĕртсе пăраçник валли çĕнĕ кĕпе хатĕрлеççĕ.

сӳт

распутать, распустить. Якейк Хĕрсем çит тонисене сӳтнĕ (распустили, расплели косы). Кан. Тепĕр икĕ эрнерен клиникрен: çĕнĕ çиппине сӳтме вăхăт çитнĕ, терĕç. Сред. Юм. Тăла пôснă чôне пăртак посаççĕ те, чарăнса тепĕр хут майласа хôраççĕ, çапла хôнине сӳтсе хывни теççĕ. || Разобрать. О сохр. здор. Лекĕр вăл çынна пӳрт урайне сӳтсе, çиелти таса мар тăприне урăх çĕре турттарса тăкма хушнă. Ала 74°. Вăкăрне пусрĕç, алăкран кӳртеймерĕç, мачча сӳтсе кӳртрĕç. Шинар-п. Пирĕн пата ан килчĕр, тесе, картисене сӳтсе тăкрăç. Сĕт.-к. Пĕр йӳн карта сӳтмелле. Сред. Юм. Капана сӳтсе турăмăр. N. Çак çын карташне сӳте пуçланă, сӳтнĕ вуттине хута пуçланă. Синьял. Сапур сӳтсе кĕр. || Бить. Городище. Сӳтсе купаланă. Избил. Ст. Чек. Сӳтнĕ = хĕненĕ. Ib. Ăна кунтан сӳтсе янă (ушел прибитым). || Болтать. Ерк. Таçти çĕре те пырса перĕнеççĕ, темĕн те сӳтсе пуплеççĕ... || Отменять. Юрк. † Турри çырат пуçсене ырлăха, патши çырат чунсене хурлăха, хурлăха çырайнă чунсене çӳтсе çыраяс çук ырлăха. Ау 337. Инке-арăм хĕр пулмĕ; хĕртен арăм пулсассăн, сӳтсе пăрахма йăла пулман. || Расстраивать, мотать. Кан. Кулаксем çĕр йĕркелес ĕçе сӳтсе ярсан... N. У ĕнтĕ пурăнаçа сӳтет.

сăмах

(сы̆мах, сŏмах), слово. Байгул. Пурне те пĕр сăмах хăвармасăрах вулаттăм. Букв. Пĕлмен — пĕр сăмах, пĕлтĕн — çĕр сăмах, теççĕ. Ib. Ут вĕçерĕнет — тыттарать, сăмах вĕçерĕнет — тыттармасть. Ib. Пысăк сăмах каличчен, пысăк чĕлĕ çăкăр тыт. Дик. леб. 43, Чĕлхӳ çинчен ĕçĕрĕннĕ чи малтанхи сăмахăвах пиччӳсен чĕрине хĕç пек витĕр касса тухĕ. Г. А. Отрыв. Тĕплĕнех ыйтса, сăмахран сăмахах (слово за словом) çырса пытăм. Регули 1094. Вăл сăмахсам çине пит çиленчĕ вăл. N. Кунти сăмаха çырма юрамасть. СТИК. Вăл сăмаха пĕр шухăшламасăр персе ярат (необдуманно, опреметчиво говорит). Ib. Сăмаха çăтать. Проглатывает слова. Сред. Юм. Сăмаха тӳр перет: 1) нераспространяется в разговоре, а говорит лаконически; 2) не разборчивый в словах: что придет в голову, то и скажет. КС. Сăмахпа кас, резать на словах. С. Айб. † Эпир тăванпа тăван калаçнă чух сăмах сайран сахăр тути пур. N. Куллен пĕр сăмах вĕренеттĕр калаçма (ребенок). Альш. Вăл кирек епле сăмахăн та майне тупат (знает, куда отнести слово). Ib. Сăмах илемне кӳрет. Красноречиво говорит. Ib. Каланă сăмахне суяна хăвармас. Он исполняет сказанное. N. Çак сăмахсемпе сыв пула тăрăр. (Из письма). Якейк. Сăмах куçа кĕмеçт, тĕтĕм куçа кĕрет. Ст. Чек. Сăмахран тухнă, унтан-кунтан мар. Синьял. † Вăта пурнери кĕмĕл çĕрĕ пурне вĕçне тăрса юлчĕ, чун савнипе пуплесси виç сăмах вĕçне тăрса юлчĕ. Ачач 510. Сăмах чĕлхе вĕçнех тухса тăнăччĕ. Çук. Пулаймарĕ вĕт. N. Çĕнĕ сăмахсем, неологизмы; ют чĕлхерен кĕнĕ сăмахсем, варваризмы. Кивелсе, тухса ӳкнĕ сăмахсем, архаизмы. N. Сăмах вĕçĕнчен (в конце концов) çапла калар N. Вырăс сăмахĕллĕ халап. N. Мĕн сăмаха килет? Что значит, как сказать по-другому? N. Хлеб тенĕ сăмах чăвашла мĕн сăмаха килет? Истор. Вĕсене сăмах уçса калама та паман (не давали вымолвить слово). N. Анчах ĕлĕк чăвашсем шкулĕсем çинчен сăмах та уçтарасшăн пулман (не давали раскрыть рта). Ачач 104. Курсассăн, пĕр сăмах та уçмĕ-ши мана? || Разговор, беседа. Чăв. й. пур. З2. Хăй калаçма, сăмаха пит ăста пулнă (говорить был мастер). N. Сăмахра хăйне йăваш тытатьчĕ. В разговоре был смирен. N. Вăл çын сăмахăн вĕçне-хĕрне пĕлмес (говорит необдуманно, не думая о последствиях). Орау. Кайăр, кайăр часрах, кунта пирĕн сăмах пĕтмĕ (здесь всего не переговорить, конца не будет). Шибач. Сăмах çавăрма пĕлимаçт. Ib. Сăмах çавăрса поплимаçт. Сред. Юм. Сăмаха пит ваклать, говорит много, со всеми подробностями. Ib. Сăмаха сĕрет анчах. Разговаривает бестолково. Ib. Сăмаха тытмастăн (каламалла мар сăмаха та çынна калакана калаççĕ). N. Сăмаха тытмас, пробалтывается. Ст. Чек. Сăмаха тытса пăхса калаç. Говори осторожно. Ib. Пирвай чăваш сăмах пуçламăшĕ — сывлăх çинчен пĕлет: сыв-и, аван-и? Якейк. Эп сăмах ваклакан çын-и-ке, сăмах ваклакан-çын сана тем те топса парĕ. ТХКА 25. Майпе, сăмах çаврăннă майĕпе кăна, мĕншĕн мана ятланине каласа памашкан шутлатăп эпĕ. Ск. и пред. чув. 60. Пăртак ларсассăн, сăмах майĕпе Янтрак мухмăр уçма эрех ыйтрĕ. N. Çавăн урлă сăмах майĕпе эсĕ çта, епле, мĕн ĕçлесе пурăннине ытса пĕлтĕм... N. Çынсем калаçнă чух, вĕсен сăмахне пӳлмен-и? Хора-к. Пирн арăм вониккĕ, воник çĕрĕн олахра, яшă ача хошшинче, пăшă-пăшă сăмахра. Чураль-к. Сăмахран полсан, эп çын айне йолаканни мар вара. Расск. Ку иккĕмĕш тарçи сăмахĕ çинех тата виççĕмĕш тарçи чупса та çитнĕ. КС. Сăмах çине килтĕн. Легок на помине. Сред. Юм. Тин сана тапратнăччĕ-ха, сăмах çинех пôлтăн. Яргуньк. Кам ман(а) хирĕç сăмах хушать? Кто со мною может поговорить (или: поговорит). Ст. Чек. Каяллах сăмах айне пулчĕ, хайхине парччĕ. Мы опять уклонились от главной темы разговора, дай-ка ту вещь, о которой шла речь. Юрк. Сăмах çукран сăмах туса, хайласа пĕр-пĕр ытти япаласем çинчен тапратса калаçа пуçлаççĕ. Ильм. Чипер пурăнăр, килти сăмаха яла кайса ан калăр, ялти сăмаха киле килсе ан калăр. (Из наставления новобрачным, произносимом родителями жениха). Яргейк. Ялти халап ялтах юлтăр, килти сăмаха яла ан кăлар, теççĕ (различие между словами „халап“ и „сăмах“). Ходите во свете. Акă сăмах çине килнĕ чух калам... N. Каласа хурас терĕм те пĕре (хотел задеть его на словах), сăмах айне пулса карĕ (или: пулчĕ т. е. не успел во время сказать), тепре тапратмарăм. Орау. Темскер каласшăнччĕ эп, сăмах айне пулса карĕ. || Пересуды, сплетня. С. Дув. Кĕтӳ хăван арăмсен мĕншĕн сăмах пĕтмест-ши? N. Лайăх утсем юртат — çулсем юлат, пирĕн савни каят — сăмах юлат. Ск. и пред. 8. Халăх шав-шавĕ пĕр вĕçлĕ, шав-шав сăмахĕ çĕр тĕслĕ. Т. VI. 47. Çын сăмах(ĕ) тăрăх ан кай. (Из моленья). Ала 72. † Ырă пике пек хĕрне сăмах хыççăн çухатрăн. (Плач невесты). Байгл. † Сăмах хыççăн çӳресе пуçăм шыва юхайрĕ. (То же). Ст. Шаймурз. † Тусăм! пире кăçал мĕн пулчĕ, хушăмăрта сăмах вылярĕ. || Слух, молва. N. Мĕн сăмах илтĕнет? Çĕнĕрен халапсам мĕн вулаççĕ? Орау. Вăл сăмах пĕтĕм яла сарăлнă. Распустили слух по всей деревне. || Бранное слово, брань. Якейк. Ялти сăмах пире тивет (нас бранят). Ib. † Пирĕн çони çонатлă, çитмен çĕре çитерет, илтмен сăмаха илттерет. С. Айб. † Тусăм, çын сăмахпе ан сивĕн, хамран сăмах илтсен тин сивĕн. Трхбл. † Çын сăмах(х') хыççăн кайса ан сивĕн, хамран сăмах-сăмах илтсен тин сивĕн. (Сăмах-сăмах — это двойное употребление [повторение] выражает упорное повторение чего-либо. Сăмах — неприветливое, враждебное слово). Изамб. Т. Пирĕн ялсем вĕсене сăмахпа пустараççĕ (аптăратаççĕ). N. Е сăмахĕ айне кĕнĕ пулсан. Пазух. Атăксенĕн хĕрĕсем пирĕн сăмах айĕнче. N. Атте мана савмарĕ, сăмахпала çӳретрĕ, анне мана пит саврĕ, пушмакпала çӳретрĕ. Сунчел. † Ăçта çӳресен те лайăх çӳре, сăмах ан ил, тăван, ху çине. N. Ху çын аллинчен пăхакан пулăн, сăмахсăр татăк çăкăр та çиеймĕн. Чăв. к. † Çичĕ ют килне кайсассăн, сăмах айĕнче пурăнатăп. (Хĕр йĕрри). Ib. † Аттепеле анне хушшинче пĕр сăмахсăр пӳме ӳстертĕм. Трхбл. † Çакă атте-анне килĕнче пĕр сăмахсăр пӳме ӳстертĕм. (Сăмахсăр ӳстертĕм — япала, т. ыт. те — означает чистоту, свободную от всяких неприятностей; сăмахлă, спорный, а более всего = ылханлă, кĕвĕçлĕ). Собр. † Çичĕ ютран сăмах килсессĕн, пирĕн хута кĕрес çыннăм çук. Сред. Юм. Сăмах айĕнче порнас полать çав. Приходится терпеть брань, ругань. АПП. † Манăн кăмăл пит çемçе, çичĕ ют сăмахне йăтас çук. || Упрек. Бюрганский. Эпир уншăн кӳршĕ-аршăсенчен темĕн чухлĕ сăмах та илтнĕ пуль та, çапах та тытăнмастăпăр (т. е. не принимаемся за чӳк). N. Сăмах тĕкет. Упрекает. Изамб. Т. Халех сан пирки сăмах илтсе вырт. Уже с столь младых лет ты навлекаешь на нас чужие покоры. N. Çын сăмахĕ айĕнчен кăларăп. || Ссора. Ст. Шаймурз. † Эпир савнисемпе пурăннă чух хушăмăртан сăмах тухминччĕ. || Речь. Кан. Сăмахсем тухса каларĕç. Туй. Кашни кĕмессерен мăн-кĕрӳ сăмах калать: вăл йăнăшас пулмаст, йăнăшсан, ăна пырса хăлхаран тăваççĕ. N. Вăл вăрăм сăмах каларĕ. || Уговор. N. Ку ĕç сăмах çинче тĕрĕс тăмалла пултăр, тесе, пригăвăр тăвас тенĕ. N. Унта вĕсем пуху мĕн шухăшланине çырас терĕç. Пуху хăй сăмахĕ çинче тăрать. || Совет, мнение. Юрк. Унăн сăмахне итлесе, хайхисем ачине ашшĕ патне илсе каяççĕ. N. Эсир аму каланă сăмахсене итлĕр. Кив.-Ял. Эсĕ ман сăмаха итле (слушайся). || Пожелание. Якейк. † Ыр (привольно) çияс та, ыр ĕçес, ыр сăмахсăр каяс мар (ятлаçмасăр-тумасăр). || Дело. N. Орăх сăмахпа килтĕм. Я пришел по другому делу. N. Мĕн сăмахпа (по какому делу) килтĕн тата, Симун? — Мĕн сăмаххи паллах. N. Мĕн тăван унпа? тет.— Сăмах пурччĕ, тетĕп. || Обещание. Ерех 21. Сăмаха каллĕ-маллĕ тума юрамасть (надо держаться данного обещания и пр.). || Заклинание, наговор. Магн. М. 154, 155. Ăшăтакан сăмах, приворотное заклинание; сивĕтекен сăмах, отворотное заклинание. || Загадка. Курм. Сăмах яр.

сăн

(сы̆н), внешний вид, облик, лицо, наружность; красивая внешность. Ал. цв. 45. Ун витĕр пăхсан, хĕрĕн сăнĕ ватăлмасть, хитреленсе, çамрăкланса пырать. Якейк. † Майра сăн пек пирн (= пирĕн) варлич, эпĕр тохса кайнă чох пăхса тăрса йолĕ-ши, выртса йăванса йолĕ-ши,? Ib. † Апи тунă сăнăмпа хĕрсем куçне йоримарăм, улпут куçне йорăп-ши. (Солд. п.). Ib. Кăмакая шораттăрç те, сăнĕ кĕч (= кĕчĕ), атту ним манер çокчĕ. ТЬ. Атă тăхăнч (= тăхăнчĕ) те, çын сăнĕ кĕч (= кĕчĕ). Ib. Молча кĕрсе шор кĕпе-йĕм тăхăнч те, çын сăнь кĕч. Ст. Шаймурз. † Сайра вăрман çинче юр тăмаст: шухăшлă чĕрере сăн тăмаст. Собр. Тĕлĕкре эрех ĕçсен, çын сăнĕ каят, теççĕ. Шибач. Сăн кĕрсе кайрĕ. Никитч. Митюк тата çын сăнне яриччен, ураран ӳкиччен, никăçан та ĕçмен. Микушк. Вăл çапах сăна хытарса (скрывая страх) кĕнĕ те, ик алса туль ылтăн тултарса тухнă. Суждение. Сăна ӳкерет (безобразит), куç-пуçа тĕксĕмлетет. (Ĕçкĕ). Макс. Чăв. К. I, 59. Пире мĕн кĕçĕнтен, ай, çын çинĕ, пирĕн сăн ӳкмесĕр, ай, мĕн тутăр? N. Сăн кĕре пуçланă, стал поправляться (лицом). Абаш. † Эпĕр ăшран колянни сăнтан пăхсан палăрмаçт. Капк. Эрех вырăнне краççин ĕçнĕ те, вилет вĕт... Этем сăнĕ те юлмарĕ. ЧП. Сутă сăнăм. N. Сăнне янă, потерял прежнюю красоту. Пшкрт. Сăнтан тохнă, стал некрасив, пал с лица; потерял облик человека (стал негодяем). Стал(а) старорбразным(ой). N. Вĕсемшĕн çамрăк чухне ватă сăн кĕресрен хуйхă. Юрк. † Пирĕн çамрăк пуçра сăнсем çук, сăнсем пулмасан та ăссем пур, калаçса йăпатма чĕлхем пур. Тим. † Пĕввĕр те пур, сăнăр та пур. Сала 206. † Пирĕн çамрăк пуçра мĕшĕн сăн çук? Кĕçĕнтен хуйхăпа та ӳснĕрен. Т. Григорьева. Сăна сĕтел çине хумалла мар, теççĕ. (Послов.). АПП. † Шур укçу çине ан пăх, аппа, сăнă юлĕ ун çине. N. Пуçăма çыхсан, сăнĕ каять (платок потеряет свою красоту). || Румянец. Тим. † Курнитсара çыру çырнă чух, хĕвел çути ӳкрĕ пит çине; çĕнĕ уйăхра тунă савнă тус, хĕрлĕ сăнĕ ӳкрĕ пит çине (на ее лице играет румянец). С. Айб. Хриттуна сăн кĕнĕ (появился румянец), тет. || Цвет. Эльбарус. Симĕс сăн çĕр çине ак хăçан ӳкет: йорсем кайса пĕтме пуçлаççĕ, çырмари çорхи шыв та выйсăрланса карĕ. Ib. Хальчен çĕр шап-шар йорпа витĕнсе выртнăскер, халь ĕнтĕ темĕн тĕрлĕ, анчах симĕс сăн ытларах, во порне те çĕнтерет. Кн. для чт. 144. Куккук ытла пĕчĕк кайăк мар. Унăн сăнĕ кăвак пулать. Кам. Враг. † Аккăш килет сассипе, кăвак чечек çуттипе, хĕрлĕ чечек сăннĕпе. Абаш. † Симĕс кĕпен сăн каять. Кайин, кайин, кайтăрах: пиççи вырăнĕ (место рубахи, где опоясывают поясом) йолатех. Собр. † Хусан арчи — сăрлă арча, илсе сăнне ямарăм. || Вид, образ. Ала 60. † Хам тăвансем аса та, ай, килнĕ чух сăнăсем пĕр ӳкрĕç те куç умне. Н. Якушк. † Ах, аннеçĕм, аннеçĕм, мăшăр витре илсе шыва ан, шыв çине ман сăнăма пăх, шыв çинче манăн сăн пулмасан, эпĕ çуккине çавăнтан пĕл. Турх. Çамрăк сăнĕпеле çамрăк ӳсет, çамрăк ĕмĕрĕ иртет те, сăнĕ ӳкет. Якейк. Пиçнĕ çырла сăнĕ пор (у красавицы). N. Вăл Настяна сăнĕпе кĕлеткине тăвас тесех тунă та, ăсне кĕртсе çитериман. В. С. Разум. КЧП. Çакă çыннăн сăнĕ пур та, ăсĕ çук. У этого человека красота есть, да ума нет. N. Ман килти сăн йохса тохрĕ. Регули 982. Ним сăн те (ним ĕç те) çок. || Изображение. Синерь. Вĕсем хĕрлĕ тăн шăтăкне кайнă та, вăсем тăнтан ача сăнĕ тунă та, унăн куçне тăхлан кĕртсе лартнă. || Портрет. А. Турх. В. С. Разум. КЧП. Коридорта Луначарскипе Якăвлĕв сăнне (нельзя: сăнĕсене) çакрăмăр. Н. Сунор. Ман пата хăн (= хăвăн) сăна ӳкерсе яр. N. Çакă сăнăма асăнмалăх патăм савнă тусăма. N. Хам сăна ӳкерттерсе яр, тенĕччĕ. Сан сăмаха итлесе, пĕр тенкĕ парса ӳкерттертĕм. || Сходство. Регули 1389. Пăластăк ашшĕ сăнĕ пор. || Отражение. Янтик. Сирĕн урай пит таса-çке: сăн курнать саçим (зеркалит, т. е. отражает предметы, как в зеркале). Ачач. Хĕвел пĕрре тĕксĕм çутă пĕлĕт татăкĕ айне кĕрет те, пĕлĕт татăкне хура сăн çапать. Çутт. 157. Уйăх та тухрĕ те, хăй сăнĕпе шывра выльляма пуçларĕ, N. Эсир: шур хут сăнĕ çапнă, тетĕр (т. е. побледнел от сидения над книгами); ăна шур хут сăнĕ мар, вăл пирĕн ачасене епле те пулин вĕрентес тесе тăрăшнин сăнĕ çапнă, теççĕ. N. Вара вăйлă халăхăн культурĕн сăнĕ вĕсем çине ӳкет, вĕсене хăш чухне витĕрех çапса тухать. Шурăм-п. Ача, урай çинче те, тата урай пит çутă пирки аялта урайĕнче ларакан пукансенчен, сĕтелсенчен сăн ӳкет. Ib. Ман каллах ун патне шалти пӳлĕме кĕрсе, сăн курăнакан пукансем çине ларса курасси пулмарĕ. || Зеркало. В. Олг. || Маска. Çеçмер. Хăш чохне ачасам аташса çӳресе çорçĕр те иртсе каять. Хăшĕ тата сăн тăхăнаççĕ. Сăнсем полаççĕ качака евĕрлĕ, вăрăм коккăр мăйракаллă, çăмламас.

сăрлă

кращеный; резной. Альш. † Сăрлă-сăрлă кăрильтса, сат умĕнче килĕшет. N. Аллисем сăрлă. Руки у него в краске. Юрк. Эпĕ çак киле килсессĕн, сăрлă ука пек пĕввĕмсем вăтанчĕç. Ib. Çĕнĕ çуна, сăрлă ӳрече, сакăлтара сикминччĕ. N. Сăрлă-хутăшлă шăршăллă тар куçа кĕрсенех, куçĕсем хĕрелсе пăсăлаççĕ. Сред. Юм. Сăрлă кăçат, теплые сапоги с красными или с черными пятнами. || Выкрашенный полосами, полосатый. Сред. Юм. Сăрлă юпа тесе яла кĕнĕ çĕрте лартакан юпана калаççĕ. Юрк. Вăрăм чăршă тăрринче сăрлă-сăрлă куккук авăтат. Т. II. Загадки. Кăмака айĕнче сăрлă-сăрлă патак выртат. (Кушак хӳри).

ял сăри

назв. обряда в честь нового урожая. НАК. Вĕсем тата, çĕнĕ тырă-пулă çие пуçласассăн, пĕтĕм ялпала пĕрле, çĕнĕ тырă пăттипе кĕлтăваççĕ. Çапла пĕтĕм ялпала пĕрле тунă йăлана „ял сăри“ теççĕ. Çав ял сăрине яланах кĕркунне, авăнсем илсе (çапса) пĕтерсессĕн, юпа уйăхĕнче тăваççĕ.

сăрăхтар

понуд. ф. от гл. сăрăх. Хурамал. Ĕне лачака шывне сăрăхтарса ĕçет (= хуллен кăна тути виттĕр ĕçет). Ib. Тирĕк мунчалинчен шыва сăрăхтарса тăкас (выжать). Шибач. Сăрăхтар, немного выпустить воду из самовара. N. Çĕр çинчи усал çынсем унăн çĕприне те сăрăхтарса ĕçĕç. || В перен. знач. Кан. Пайтах çын вăйне сăрăхтарнă. Ib. Сунталри статьясем пирки мĕн-мĕн калаçнине сăрăхтарса илесси. Ib. Потрешчĕка хĕстерсе сăрăхтарса хăварас вырăнне инçпектăр пулăшса, майлаштарса хăварчĕ. Ир. Сывл. 26. Çĕнĕ тĕнче енелле кăмăлсене сăрăхтарать. || Ударить, вытянуть. СПВВ. Хулăпа сăрăхтараççĕ. || Гнать, катать. Стюх. Сăрăхтар-ха! Гони-ка, катай-ка! (Гов. во время езды на лошади).

сăрхăн

(сы̆рhы̆н), стекать, сочиться, просачиваться, течь. Изамб. Т. Çĕвене ярсан, çĕве сăрхăнат. Если свернувшееся кислое молоко влить в мешок для получения творога, то вода стекает. Толст. Шыв пĕрер тумламăн сăрхăнса курка тулли пулсан... Хастарлăх З2. Утнăçем сăрхăнса тумласа пычĕ. Календ. 1906. Çĕнĕ чӳлмекре шыв пит час сăрхăнать. Ib. Тата кашни ял тавра, кашни кил тавра канав алтса çавăрас пулать, унта вара шыв йĕпе-сапа хыççăн сăрхăнса анать те, çĕр часах типсе каять. Кан. Çиелтен кăвакăн-симĕсĕн курăнакан çу майлă йăлтăртатса юхать, сăрхăнать. Ст. Чек. Шан сăрхăннă. Вода из чана или из кододы вся утекла. КС. Ăсла сархăнса юхать (вытекает понемногу, капая, не свободно, с трудом выделяясь из того материала, который положен в шан). Ib. Ала виттĕр сăра сăрхăнать (просачивается). Сред. Юм. Тăлана пôсса кӳртсен, шывĕ сăрхăнтăр тесе, патак çине авăрласа лартаççĕ. || Впитываться. Каша. Шыв çĕре сăрхăнат (впитывается). Вишн. 69. Çапла çăмăр шывĕ çĕре ӳксен, çав тĕрлĕ тăпра витĕр çĕр айнелле сăрхăнса анать. Сред. Юм. Ĕнер çунă çамăр тавна (давно) сăрхăнса пĕтнĕ. || Иссякать. N. Çырма сăрхăнса пĕтсе выртать (иссякает). || Исхудать. КС. Лаша сăрхăнчĕ (или: туртăнчĕ). Орау. Çак уйăхра пĕре сăрхăнас пулать ĕнтĕ (придется поработать до истощения). Ib. Ай-ай, çын сăрхăннă! Чир ахалех иртмест çав. N. Эсĕ пит сăрхăнса кайнă-çке. Мĕн пулнă сана.

сĕвек

отлогий, пологий. N. Пирĕн ял сĕвек çĕртре ларать. Торн-к. Çĕнĕ уйăх сĕвек пулсан, йĕпе пулать, теççĕ.

сĕмлĕ

с оттенком. Альш. Тата тепĕр тĕслине „кукша кăвакал“ теççĕ, вăл хура сĕмлĕ пулать. Ib. Хырăмĕ (у чăмкăç'а) темĕскерле хĕрлĕрех сĕмлĕ шурă. Букв. 1904. Тĕттĕм кăвак сĕмлĕ шыв çинче, ешĕл хăмăшсем хушшинче лăпкăн ишсе пынă чух, ытарма çук илемлĕ. Якейк. Ачи этем сĕмлĕччи-ке (необыкновенный, может быть, хорошая и плохая сторона). Череп. Хура сĕмлĕ, шурă сĕмлĕ, сарă сĕмлĕ, кăвак сĕмлĕ, с оттенком черного и пр. Баран. 144. Ӳте çĕнетсе çĕнĕ пайсем кӳртсе, юрăхсăра тухнă кивĕ пайсене юн хăй ăшне пухать. Çавăнпа хăй хурарах сĕмлĕ пулать.

сĕт

(сэ̆т, сӧ̆т), молоко. Изамб. Т. Пĕр-пĕр çыннăн ĕни пулмасан, ăна çынсем чӳлмекпе сĕт парса яраççĕ, ул вара чӳлмекне кӳнĕ чухне пĕр чĕлĕ çăкăр илсе килет. Ăна вара: ĕни сĕтлĕ пултăр, тесе, ĕнине çитерме каласа хăварат. ЧС. Вĕсене (погорельцев) халăх хура ĕне сĕчĕ ĕçтерме хушрĕç, мĕншĕн тесен чăвашсем: хура ĕне сĕчĕ чĕрене çунтармас, теççĕ. Слеп. Сĕт чакни, сĕт типни. Ib. Ĕнен сĕт типрĕ. Ск. и пред. чув. 52. Сĕтпе шыва кӳртнĕ пек, вĕсем таса çитĕннĕ. Орау. Пирĕн, пĕре ят пăсăлнăскер, сĕтпе шыва кĕрсен те тасалас çук. Ib. Сĕтĕнче çурри шыв. Молоко пополам с водою. Султангул. † Хура ĕне килет макăрса, сĕтне су та сахăр ту. Якейк. † Ай, аки, Мари пор, сĕтпе шăва кӳртнĕскер; ай, пичи Йăван пор, сар тоттăрпа тытнăскер. Альш. Хĕвел тухăç енче таçта пĕр çырма пур. Шывĕ — сĕт, тет. Выртса ĕçсессĕн, сĕт халлĕнех кĕрет, тет, çăвара. Илсе ăсса ĕçсессĕн, шыв пулат, тет. Регули 1116. Сĕт çи (сĕт çийĕ) шăннă. Вишн. 65. Сĕт ан йӳçтĕр тесе, сĕт тыткалакан савăтсене таса тытас пулать. Ib. 62. Сĕтпе пĕçернĕ маннă е хуратул пăтти. Çутт. 89. Çулталăк хушшинче ĕне миçе уйăх сĕтсĕр пурăнать? Буин. Сĕт анать. С. Алг. Сĕт çулĕпе кайса, çу çулĕпе килмелле пулинччĕ. Ала 63°. Вара вăсем юлашкинчен çак сăмахсене калаççĕ: сĕт çулпа тухса каймалла пултăр, çу çулпа кисе кĕмелле пултăр, теççĕ. Сред. Юм. Сĕтлĕ пăтă — сĕт ярса пĕçернĕ пăтă. Сборн. по мед. Ĕмкĕчĕ çине чăмлак, хырнă кишĕр, сĕт пăтти хурас пулмасть. Вомбу-к. Сĕтпе пашалу çăраççĕ. Ib. Сĕтпе çăмарта хăпартаççĕ. Ib. Сĕтпе чуста хораççĕ. Икково. Кошак сĕт вăрлать. Кошка тайком пьет молоко. Баран. 99. Лайăх пăхсан, ĕне сĕтне ытларах антарать. Шишкин. † Эпир ăма питĕ хитре, сĕтпе колач çинĕрен. N. † Аннен кăмаки шор кăмаки, сĕтпе-порпа шоратнă, килес килет, кас (= каяс) килмеçт. См. Магн. М. 189. Кан. Сĕт парĕ кансан çех, пăруланă ĕне сĕт çителĕклĕ антарать. N. † Ырă аттеçĕм, тетĕп, ырă аннеçĕм, икĕ кăкăру сĕтсене пахил ту. Хурамал. † Пĕчĕкçĕрен пысăк пултăмăр, атте-анне кăкри сĕчĕпе. N. Тин çуралнă ачасем пек пулса, чуна аванлантаракан таса сĕте юратăр. || Молокообразное содержимое в шелухе несозревшего зерна хлеба. Тюрл. Ыраш шăрка таксассăн сĕте ларать. Ходар. Сана мăн турă, мăн турă амăшĕ, пӳлĕхçи, пӳлĕхçи амăшĕ, çĕнĕ тырă-пулă сĕчĕпе пуççапатпăр, çăмăллăх пар. (Моленье). Сред. Юм. Ыраша сĕт кĕнĕ. (Ыраш шăркана ларса пĕтсен, пĕрчи пола пуçласан калаççĕ). || Фамильное прозвище. Якейк. Сĕт Ерхип.

çавăнта

(-да), тут, там; туда. В. С Разум. КЧП. Ăçтан илтĕн, çавăнта кайса хур. Откуда взял, туда и положи. Юрк. Çавăнта, çĕнĕ çын чухне, хунямăше шыв йăтса кĕме хушсан, карташĕнчи пусран витре шыв ăсса кӳртсе пама ӳркенекен, çын-и вăл, этем-и? (Гов. свекровь).

çапла-çапла

так и так. Альш. Ефим Петрович пĕтĕм уччилни япалине çапла-çапла мана пачĕ те, кăнтăрла тĕлнелле хăй çĕнĕ вырăнне, Лашчă Таяпине, тухса кайрĕ. Ib. Малтан вăл каласа парать (излагает одно), тет: çапла-çапла, тесе калать, тет. N. Йăлăнат: тухтăра çапла-çапла (так и так), тесе каласа параймăр-и? N. Эпĕ унтан ыйтрăм: эсĕ ăçтисем, кам пулатăн вара? терĕм.— Çапла-çапла, хуçанăн прикашчăкĕ, тет: çапла яла ярмăрккана таварсем илме каятăп, тет.

çемçе

(с'эмз’э), мягкий. N. Çемçе çĕр, мягкая земля; çемçе шыв, мягкая вода. Собр. † Çинче çырма, çемçе шыв, пурçăн хуттăрне йăтаймаçт. N. Ку кĕнеке çемçе, çи хурас пуль. Рук. календ. Прокоп. Çемçерен çемçе пĕçерсе тăрсан, çемçе çăкăра нумай çиетĕн (съешь), теççĕ. || Нежный. Ёрдово. Юр кайса пĕтсен, çĕр çине çемçе, симĕс курăк шăтса тухса, хура çĕре витсе лартать. НТЧ. Çемçе чĕлхе-çăварпа сана кĕлтăватпăр. Орау. Çемçетерех калани. || Слабый, хилый, вялый. СРВВ. Т. Çынсем час-часах калаçасса пĕр тĕрлĕ калаçаççĕ, тăвасса урăх тĕрлĕ тăваççĕ, пуринчен ытла çемçерех калаçакан çынсем çапла тăваççĕ. ЧП. Кăçал илнĕ çĕнĕ çын ĕçе çемçе пулайчĕ (не выдерживает работы). N. Ĕç-хĕл тĕлĕшĕнчен наян, çемçе ан пул. Бугульм. † Ырă та кинçĕм (хĕр ячĕ), ĕçе çемçе пулминччĕ. Лашм. Ĕçе çемçе пулмин лайăхчĕ (сноха). Янтик. † Пасар кулаç — тул кулаç, варри пăшлăк пулайрĕ; йыснаçăмах çавă пур, ĕçе çемçе пулайрĕ. Ст. Чек. Çемçе ураллă, слабый, невыносливый (человек или лошадь). N. Çемçе куçли (слабый глазами) хисепĕ те çук, хăш-хăш килре çемйипе куçсăр. Календ. 1903. Сывă, таса куçлă çын чăваш хушшинче ĕлĕк сахал пулнă, хăшин пĕрте курмасть, хăшин кăшт анчах курать, çемçе куçли хисепĕ те çук. || Мягкость. Абыз. Куккăр туя кут çемçи (кăнчалаççи).

çепле

(с'эпл'э), перелог, залеж. Отсюда назв частей поля: Кивĕ çепле, Çĕнĕ çепле. Трхбл. СПВВ. Çепле — тин çерем пăсса тунă ана. Изамб. Т. Çепле, земля на 2-ой год после поднятия нови. || Назв. луга (улăх), принадлежащего дер. Яншиховой, Батыр. р.

çерçи чӳк

çерçи чӳкĕ, назв. жертвенного моленья о дожде. Етрух. Усем: çерçи чӳк тутарас ачасене, теççĕ. Ст. Шаймурз. Яшки пиçеччен, ачасем хире кайса çăмăр хулли тупса килеççĕ те, унăн юпписем çине çăмарта хупписем тăхăнтарса шыва кӳртсе лартаççĕ. Тата çав хулă çине çерçи те пусса çакаççĕ. ЧС. Петровка ыран тенĕ чухне, турă çăмăр патăр тесе, çерçи чӳкĕ тăваççĕ... Пăтăпа яшка пиçеччен, ачасем пурте кĕпесемпех шыв çинче ишсе çӳреççĕ. Пăтти пиçес чухне, киле кайса типĕ кĕпесем тăхăнса пыраççĕ. Пиçсен кайран, пĕр карчăк, кашнине ĕретпе лартса тухса, пашалусем валеçсе парать; тата яшкапа пăтă антарса парать. Çавăн чухне сисмен хутран ачасем пырса йăлт шывпа йĕпетсе пĕтереççĕ. Унтан вара сиксе каяççĕ те, пĕр-пĕрне шывпа йĕпетеççĕ, йĕпеттерменнине çавăлтех тытса кӳлле пăрахаççĕ. Шывпа йĕпенсе пĕтсен, пĕр ачи яла кайса çерçи тытса килет те, пăтă пĕçерекен карчăка парать. Çав карчăк вара: турă çăмăр патăр, тесе, ăна шыв урлă вĕçтерсе ярать. Унтан вара яшкипе пăттине киле илсе кайса семйипе çиеççĕ. Ст. Шаймурз. Унтан тата çамрăксем: хĕрĕ, арçынни, пухăнса, çырма хĕррине кайса, çерçи чук тăваттăмăр. Никит. Тепĕр виç-тăват кунтан, шывпа выллянă хыççăн çерçи чӳк чӳклеме тытăнчĕç. Хăшĕ-хăшĕ хутаçсем çакса чӳк валли кĕрпесем, çăнăхсем пуçтарма кайрĕç. Хăшĕ-хăшĕ сарайсем çинчен çерçи çурисене çĕкле-çĕкле тухса тасатма пуçланă. Вара пур яшка çимĕçисене хурана ярса киремете (место, где приносят жертву киреметю) çĕклесе карĕç. Унта, киремет çăмăр патăр тесе, асăнса çерçи чӳк яшкине пурте çирĕç. Хăйсем шывпа выллянă чухнехи пекех çарран, юле-пилкĕн, çуçне-пуçне салатнă... Н. Ильм. Пăтти пиçсен, çерçине çăмарта хуппи ăшне хупса, сĕтĕк çăпата çине лартаççĕ. Çăпати çине, çерçи умне, пĕр кашăк пăтă ăсса хураççĕ те, чӳкле пуçлаççĕ. Акă çапла каласа чӳклеççĕ: çырлах, çĕнĕ тырă пăттипе çерçи чӳкĕ чӳклетпĕр, çырлахсан — çырлах, çырлахмасан — килес çул чӳклемĕпĕр; çерçи чӳкне килнĕ хĕрсен йĕтĕнĕсем кăкăр та ан ӳсчĕр, пусисем мăй таран пулччăр, кантăрĕсем пуç-тӳпинчен пулччăр, хăйсем качча кайса пĕтчĕр. Качча кайсан, сак тули ачисем пулччăр. Ачисем çерçи чӳкне килччĕр, çерçипиле. (Участвует, повидимому, лишь молодежь).

çертешке

(с’эрд’эшкэ), сердечник (у телеги). Çĕнĕ-Мăнтăр.

çырăк

(с’иры̆к), ольха (дерево). N. Варта (в ложбине) ларан çырăк. БАБ. Тепĕр кун каçхине, хайхи мимĕре пĕçернĕ чух, хун çырăк вуттин кĕлне çурт тавра сапса çаврăнче: хăçан пиçнĕ çăмартана чăх пусма ларса чĕп кăларĕ, çавăн чухне çак кĕл карта урлă каçса çурта-йĕре пăсĕ, тьфу! тет. (Пăсташ тасатни). Ib. Çырăк, тĕнчере санран хăватлă йăвăç пулмĕ, шуйттан ытти йăвăçăн чĕлхине пĕлсен те, санăнне пĕлес çук, терĕ, тет. Çав халлап тăрах çĕнĕ пӳрт пураттарнă чухне алăк çине юри, пăсташ ан кĕтĕр тесе, пĕр пĕрене çырăк хурса хăвараççĕ. Тата ытти çĕрте те имлĕ теççĕ.

çиме

еда, пища, корм, довольствие, фураж. Хурамал. Вĕсен çими-ĕçми пулман, выльăхĕ-чĕрлĕхĕ те пулман, пĕр кушакки анчах пулнă. Юрк. † Тилĕ юртат, тĕтре çăват, çимерен çиме суйласа. Толст. Çимене-апата хĕвел хатĕрлет. N. Эсĕ ман çимешĕн мар, ху çимӳшĕн тăрăшатăн. В. Ив. Аван çиме çинче сайра вăрлăх та сарăлса кайса нумай вырăн йышăнать. Трхбл. Кăçал çиме (çăкăр) çĕнĕ тырăччен çитмес. Нынче хлеба не хватит до нового урожая. Альш. Ванькка ултă çул тăрантармалăх çимине хире кăларса тăкнă, тет. Уфин. Пушă уйăхне этемпе выльăхăн çими пĕте пуçланăран калаççĕ.

çи

(с’и), верх, поверхность. ЧП. Çӳлĕ ту çийĕсем кăлканлă. Хурамал. † Аслă улăх çийĕ сарă хăмăшлăх, сарă хăмăшсем çийĕ сарă-кайăк. N. † Хапха юпи — хырă юпа, пĕр хĕвелсĕр йăлтăртатат; ют ялсенĕн ачисене курсан çийĕм чĕтĕрет. (Хĕр йĕрри). Юрк. † Кӳлмешкĕн пар ут пулинччĕ, çуни çийĕ виттк пулинччĕ. Г. А. Отрыв. † Çийĕм тулли кăвак сăхман, çурхи çăнтан тунăскер. Пазух. Леш айккинче выртать-çке пăлан пăруш, курмастăр-им, çийĕсем пасарнă. || Часто встреч. в сложении. ТХКА 55. Сирĕн ялсем вăрманран тӳрĕ вĕренесене, хурамасене, туйрасене касса, урапа çисем (= çийĕсем) тăваççĕ. || Одеяние, одежда. N. Чăн малтан пур çын та, пур халăх та, тутă пулма, çи питĕрме (тумланма), авантарах пӳртре пурăнма тарăшать. БАБ. Çи те пулмасан, пыр та пулмасан, çырлана анчах кайăттăм, тесе каларĕ, тет, ĕлĕк пĕри. (Поговорка). Пухтел. Çишĕн, ради одежды. Тим. † Йăмăк кĕпине тăхăнсан, кĕрӳ кăмăлĕ уçăлчĕ, хурри çийĕ шуралчĕ, çĕтĕк çийĕ питĕрĕнчĕ. Кĕвĕсем. Ĕнтĕ умăр çутă та, çийĕр хĕрлĕ, вăтанатăп куçăртан пăхмашкăн. || Часто употребляется в значенин послелога, переводимого по-русски предлогами на, над. N. Çия çĕнĕ кĕрĕк тăхăнсан. N. Кам пирĕн çира урипе çӳлелле. (Шăна). N. Çире пĕр типĕ вырăн та юлмарĕ. На нас не осталось сухого места. Альш. † Мăкăр-мăкăр çын сăмах, пирĕн çирĕн мар-ши çав. Шурăм-п. Хĕвел пăхать шăратса; çиран тар шăпăр-шăпăр юхать. Альш. Хăнасем килнĕ тумланса. Хĕп-хĕрлĕ те çап-çутă çире. N. Тахăнса яратпăр йĕпелех: çире типет. Н. Сунар. Ма çийăма шу сапрăн. КС. Сăхманна çийăнтан пăрахмасăр çӳретĕн. N. † Çийĕмĕрте шур кĕпе, арки вăр-вăр тăвать-çке. N. Çийĕнтен тар юхаччен ĕçлетĕн. Орау. Ман çия ан вырт эсĕ. N. Ман çира (надо мною) йĕкел ӳкрĕ. N. Пăшал етрисем (пули) хамăр çирен (над нами) уласа ирте-ирте каяççĕ. Регули 1119. Ман çиран мăн çын (ватă çын) каçса кайрĕ. Михайлов. † Урам хушшинчи ват çăки, пур ял кайĕк ун çинче, яла тухрăм — ман çире, пур усал сăмах ман çире, мана çиман çынĕ çук. Шорп-к. Малтан, тохсанах, çил те пирĕн çиялахчĕ (= çиеллехчĕ), кайран яла орлă çавăрнчĕ те, пирĕн паталла пыримарĕ. Янтик. Ун çийĕнче пур. Она беременна. Н. Сунар. Вăл çăла (источнику) каланă: лайăх юхса кай, санăн çина (= çине) çӳпĕ-çапă ан ӳктĕр, тенĕ, тет. Ст. Чек. Ылттăн кашта çийĕне (= çине) ылттăн арча илсе хур. Бес. чув. 9. Эсĕ, Микулай, ман çине питех ан çилен-ха; эпĕ ăна ахаль кăна. N. Çăварĕсене пĕлĕт çинех янă. N. Эсĕ ман çине ан кӳрен. N. Чыстă çĕнĕ атă çинех те подмётка çаптаратпăр. Рак. † Хура вăрман çине пас тытнă. Толст. Унччен те пулмасть, суккăрри йăран çине такăнса та ӳкрĕ, тет. Никит. Тĕттĕм ял çине хупласа илме пуçларĕ. Деревня стала покрываться мраком. Кан. Сунт. Пăкă çине çапнă тимĕр пăта та тухса ӳкет. М.-Чолл. Улăх ман çине (= çие). Влезь на меня. Пазух. Кирек сахăрна пар, ай, пылна пар, кил шухăшĕ ӳкрĕ пуç çине (я задумался о доме). N. Çӳлĕ тăв çине эпĕ хăпартăм, çăмăр шывĕ çине эп ярăнтăм. К.-Кушки. Унтан Манкăлтăкне михĕ çине вырттарнă та, Атăл хĕрне илсе кайнă. Альш. Тăранттас çине улăхса лартăмăр. Истор. Ачасем, яланах чăн малтан тăшмансем çине хăвăр кĕрĕр. Якейк. Эп сана алăк çине çыртарттарăп (дам писать). Кан. Кашни тавар çине хакне кăтартса хут çыпăçтарса хумалла. Сенг. Ана çине çитрĕмĕр те (пришли на загон), выра пуçларăмăр. N. Кайсан-кайсан, çитрĕç пĕр кĕпер çине (пришли на мост). Б. Яныши. Мана юман çине веххă тытса тăрма хушса хăварчĕç. Меня оставили на дубе, велев держать веху (вешку). Малды-Кукшум. Тарсассăн, вăрмана çитсен, вăсам пит лайăх курăк çине çитрĕç (пришли на место с очень хорошею травою), тет. N. Çаран çине (на луга) çитнĕ те, выртса çывăрнă. Чăв. й. пур. 20. Паттăр çине паттăр тата тупăнат. На богатыря найдется другой богатырь. Ск. и пред. чув. 14. Иртрĕç çимĕк вăййисем, тухрĕ халăх ут çине (на сенокос). Ib. 96. Сетнер амăш ахлатса сĕтел çине пуçтарчĕ. Кан. Хаçатсене улăмран тунă хут çине çапма пуçланă. Газеты стали печатать на бумаге из соломы. ТХКА 105. Шăла çыртса, мĕн пур вăйпа ывăтрăм пурта тикăр çине. Орау. Атăл çине ĕçлеме кайнă. N. Пĕрин çине (в одном письме) вунпилĕк пус укçа янă. Кан. Ĕлекçи çине кил-çурт куçараççĕ (переводят). Тораево. Тинĕс çине çитсен... Кан. Укçине тавар çине ярса пĕтернĕ. Деньги истратили на товар. Пазух. Уйрăлнă чух эпир те уйрăлтăмăр, кантăр çине ӳснĕ те пуса пек. Кан. Ункă шывĕ Çалав (= Çавал) шывĕ çине юхса тухать. Ib. Вакун çине кĕртнĕ чухне 9 лаша вырăнне 11 лаша пулать-тăрать. N. Каçа эпĕ ăна стаккана янă шыв çине ярап. Янтик. † Анне мана çуратрĕ, шур пӳспелен чӳркерĕ, сăпка çине вырттарчĕ. Ала 6. Апат çинă чух апат çине пĕр симĕс шăна пырса укрĕ, тет. Юрк. Кĕрпене сивĕ шыв çине ярса пĕçермеççĕ, тӳрех вĕресе тăракан шыв çине ярса пĕçереççĕ. М.-Чолл. Патшан пуçĕ мăй таран çĕр çине кĕрсе карĕ, тет. Альш. Иван çăпата кантри таран кĕмĕл йĕтем çине анса каят, тет. Скотолеч. 6. Пилĕк стаккан йӳçĕ кăвак çине пĕр стаккан тăвар ирĕлтерсе параççĕ (лошади). N. Пир хутаç çине чиксе çĕлесе яр. Зашей в холщевый мешок. Панклеи. Тоххĕр (= тухрĕ) те, кӳме çине ларса карĕ (солдат). Баран. 107. Ват ама (матка) çинех çамрăкки тухас пулсан, иккĕш çапăçа пуçлаççĕ. N. Такмак çине тултар. Микушк. † Пĕччен тăрна вĕçет улăхалла, хăва çине ӳкет (спускается в тальник) — кăшкăрать. Бгтр. Хĕвел тухса пĕлĕт çине (в облако) ларсан, çав кун çăмăр пулать, теççĕ. Кан. Бедуинсем çине (в бедуинов) тупăсемпе пенĕ. N. Усем çине пертермеççĕ. В них стрелять не позволяют. Сĕт-к. Ку çӳпçе пирн сонаска (салазки) çине вырнаçас çок (не уместится). Баран. 20. Пирĕн çие килсе кĕчĕç ушкăнпа. Ib. 36. Сиен çине сиен курса пынă. || Средн. Альш. † Тăхăр ял хĕрĕ пĕр çĕрте, тăхăр ял хĕрĕ çийĕнче пирĕн ял херĕ илемлĕ. || Относительно, о, об. Бур. † Пăшăл-пăшăл сăмахсем, пирĕн çире мар-ши çав. См. çинчен. || На средства (чьи). Якейк. Эп она хам çиран вĕрентрĕм. Я учил его на свой счет. Вăл она хăй çинчен вĕрентрĕ. Он учил его на свой счет. || Выражает повторение. Бес. чув. 6. Çапла унăн ялан ĕç çине ĕç тупăнса пымалла пулнă. Дик. леб. 48. Вăл усал сăмах çине усал сăмах, темĕн те пĕр каласа тăкнă. Кратк. расск. 19. Эсир мана апла хуйхă çине хуйхă (горе за горем) тăватăр-çке (причиняете), тенĕ. СТИК. Унта çынсем питĕ тачă ларса тухнă: ял çине ял, ял çине ял пырат. N. Хĕрарăмсем ватнă çине ватаççĕ. N. Халĕ пĕтĕмпе туй çине туй, пулать. Теперь все играют свадьбы: свадьба за свадьбой. || Выражает непосредственное следование во времени. N. Çав сăмахсем çине (лишь только были сказаны эти слова) тилĕ чупса çитнĕ. Кратк. расск. 27. Ку иккĕмĕш тарçи сăмахĕ çинех тата виççĕмĕш тарçи чупса та çитнĕ. N. Ача çине (на поминках по умершем ребенке) чăхă анчах пусаççĕ, е çăмарта кăна пĕçереççĕ. N. Вилсен, çын çине выльăх пуссан... N. Ĕç çине çитетпĕр. || В придачу к... N. Кĕсри çине 80 тенкĕ панă (придачи?). N. Эпĕ çине икĕ картăчкă илтĕм. Н. Сунар. Хуняшшĕ хĕр çине (в приданное за дочерью) нумай тавар панă. Торп-к. † Пичи мана йоратать, ола кĕсрине парас, тет, çине тьыха парас, тет. || Употребл. в чувашизмах. Чума. Унтан, тăватă кун çине кайсассăн (на четвертый день) вара ăна пăртак çăмăлтарах пулнă. N. Хăна хурлăх пулас çине вăтанăçлă ан пул. Не будь стыдливым во время... Ст. Чек. Аçу çурчĕ çын çине кĕрĕ. Дом твоего отца достанется чужим. Юрк. † Улма йывăç лартрăм çул çине, савнă тусăм юлчĕ çын çине. Ib. Кун чухлĕ ача-пăчасем çине (на такую уйму детей) епле çын сана качча пырас?! Никам та пырас çук-çке! N. Эсĕ этеме чунне çухатас çине пултарман, Эсĕ ăна хăвăн сăмаху тăрăх пурăнса ĕмĕрхи чĕрĕлĕхе кĕмешкĕн пултарнă. N. Кам выçă, вăл килĕнче çитĕр: айăпа кĕрес çине пуçтарăнмалла ан пултăр. N. Сире вăтантарас çине калатăп. N. Эпир пĕтес çине иккĕленекенсен хисепĕнчисем мар. Качал. Хĕре калать кучĕрĕ: манăн çине кала: çакă çăлчĕ, тесе. Кучер говорит девице: скажи на мени, что я тебя спас. ЧП. Сире савмас çине, те, килместĕн. N. Унăн ачи-пăчисем пĕтес çине анчах пулччăр. Яргуньк. Ваньккă çиттĕрĕ-кĕчĕ, тет, çаксем çине. Сред. Юм. Çын çине тохма вăтанать. Стыдится бывать в обществе людей. Яргуньк. Çав кукша карчăкăн упăшки, ула кайăка çапас тесе, карчăк пуçĕ çине çапрĕ, тет. N. Халăх çине тухма пултарать, хутсем çине алă пусма та пĕлет, тенĕ. N. Çитменни çине (вдобавок) куланайĕпе аптăраса çитрĕмĕр. Вомбу-к. Ăснă сăра çине, пиçнĕ яшка çине ĕçме-çиме аван полтăр. (Сăра ĕçме кайнă чохне çапла каласа яраççĕ). Бугульм. † Ял тавра тытнă укăлча ял çине хула пулинччĕ. Кан. Çавăнта вăл çĕре тавлашакан ялсем çине, çĕр çитменлĕхне шута илсе, ятак пуçне валеçмелле туса панă. Ib. Вăл вăрман виçĕ ял çинĕ юлчĕ. Этот лес остался во владении трех деревень. Ск. и пред. чув. 35. Сăмахĕ çине тăчĕ-тăчех (сдержал свое слово) çамрăкрах вăтам çынĕ. Альш. Хай каллах чăваш тумтирĕ çине тавăрăнар-ха. Опять вернемся к вопросу о чувашском костюме.

айĕ-çийĕпе

и сверху и снизу. N. Айĕ-çийĕнех çĕнĕ. (Одежда) вся новая: и верх и подкладка.

çинче

(с’ин’ζ’э, с’ин’џ̌э), вм. çийĕнче— в, на (чем), на поверхности (чего). Качал. Йăвам çинче çăмартам, çăмартам çинче чĕпĕм пур. Регули 1120. Çĕнĕ сăхман он çинче (на нем) паян. Ib. 1117. Йăвăç çинче ларать. Ib. 183. Вăл киле килнĕ çĕрте, çол çинче, окçа топрĕ. Самар. † Ула-чăпар кĕпесенĕн шурри çинче, камăн алли витĕр тухнă-ши, çинче (= çинçе), пĕрти, пилĕклĕ, хура куçлă, камăн арки çинче йăванса ӳснĕ-ши? N. Пăрусем сĕлĕ çинче çӳреççĕ. Орау. Масар çинче унта-кунта анчах пытарнă вилнĕ çын тăпри тĕмисем курнаççĕ. На кладбище видно несколько свежих могильных холмиков. Ib. Масар çинче юр айĕнчен хĕлле пытарнă вилнĕ çын тăпри куписем туха пуçларĕç. На кладбище показались из-под снега свежие могильные холмики. Ib. Атăл çинче кĕпер тунă çĕртре ĕçлеççĕ. Четырлы. † Лаша вăйĕ пӳлмере, кристянсем вăйĕ çĕр çинче. К.-Кушки. Кам унта сăмавар çинче курăнат? Кто это там на поверхности самовара (т. е. отражается) Ib. Кам унта ларат сăмавар çинче? Кто это там отражается на поверхности самовара. N. Вăл (он) хăй сăнин кĕлеткипе куç-кĕски çинче (в зеркале) пăхакан çын евĕрлĕ. Шинар-п. Пӳртĕнче тăта вĕсенĕн алăк панче пĕрене çинче пĕр шăтăк пулнă. О сохр. здор. Вĕсен ырашĕ çинче тата пукра та нумай пулать. Собр. Çĕр çинче çуралать, вăт çинче тĕне кĕрет, шыва курсаннах вилет. (Тăвар). Б. Ильгыши. Йăви çинче çăмарти пур, çăмарти çинче мĕн пур? — Çăмарти çинче чĕпĕ пур.— Чĕппи çинче мĕн пур? — Чĕппи çинче йăпах тьыха пур. Никит. † Виç ял çинче виç варличчĕ, илес тени пĕреччĕ. (Солд. п.). Собр. † Ушкăн-ушкăн тупăлха, ушкăнĕ çинче пĕри шупка. N. Çав хуранта пăта çара çу, сĕт çинче пĕçереççĕ, çăмарта та нуммай яраççĕ. Кан. Укçа шăпах тавар çинче тăрать. Все деньги в товаре. Ib. Ытти заметкусем çинче вак ĕçсем çинчен çырнă. ТХКА 71. Вакун çинчех, тырă илсе тавăрăннă чух, атте вилнĕ, тет. N. Хирте пулă çинче тулли пучахсем те, пушшисем те пур. N. Эс янă пиçмо çинче çирĕм пус окçа илтĕм. Орау. Такана çинче пăрçа кустăраççĕ, те пăрçа куккăли тăвасшăн, темскер. Н. Карм. † Уйрăлнă чух эпир уйрăлтăмăр, кантăр çинче ӳснĕ пуса пек. Юрк. Йĕс кĕлетре шăналăк, шăналăк çинче сарă хĕр. N. Ыраш çинче çӳпĕ нумай... N. Ыраш çинче пукра пур. Ядр. Виçĕ кун халсăр выртрăм та, тăват кун çинче (на четвертый день) чĕрĕлтĕм. N. Икĕ кон çинче. N. Кайран вара ăричаксемпеле çапса аран виçĕ кун çинче (на третий день) вĕлерчĕç, тет, çакна. (Из сказки). СВТ. Шатра таврашĕнчи ӳт тăхăр кун е вунă кун çинче (на 8-ой иди 10-ый день) пит хытă хĕрелме тытăнать. N. Икĕ витре ĕçсен, виçĕ витре çинче (когда выпьют 2 ведра и принимаются за третье). Кан. Малтан шыв çинче ишсе пырать. N. Çăвĕпе сирĕн е хĕвел çинче, е çумăр çинче, е сивĕ çинче çӳрес пулать. || Над. N. Хĕвел: эп ир тохрăм та, каçчен çĕр çинче çӳрерĕм, тет. N. Калакла çăмарта çинă чухне çăмартана чашăк çинче тытса çияççĕ. N. Шу çинче кайăксам вĕçсе çӳреççĕ. N. Сĕтел çинче шăнасам вĕçсе çӳреççĕ. Якейк. Алăк çинче хонар çакăнса тăрать. Над дверью висит фонарь. Сорм-Вар. Хура хĕр сасси ял çинче (раздается над деревней, или по деревне). Торп-к. Ывăлĕсем пырса пăхнă та, алăк çинче шĕшлĕ тăнине курсан, çĕн çĕре витрех тарнă, тет. || При, при наличии. Сала 275. Анне çинче пурăнтăм шурă сĕт çинчи хăйма пек. Али 70°. Патшапала çанат ячĕ çинче аттепеле анне ячĕ пур. N. Эпĕ сан çинче ырă куртăм, халĕ эпĕ кин аллине юлтăм — йĕп çине юлтăм. БАБ. Вилле пăрахса кӳрше кайса çывăраймастăн вĕт. Хăрасан та пулин ун çинче (при покойнике) иккĕшĕ çĕр каçнă, тет. Сред. Юм. Пит чирлĕ выртакан çын выртнă пӳртре хăй сӳнтермесĕр ларсан: çинче ларнă, теççĕ. Сунч. † Атте-анне çинче пурăннă чух тивлетлĕччĕ пирĕи пуçăмăр. Полтава 11. Хамăр пурнăç пур çинче усал çылăх пулас çук. N. Сарă лашам пор çинче, пока у меня есть Савраска. N. Хăвăнта хастарлăх пур çинче ан ӳркен. N. Çак тĕрлĕ пулман пулă çинче унтн çынсем ялан пулă кăна çиетчĕç. Хора-к. † Тунти пасар пор çинче хĕр пăхмасăр илес мар; çак ял хĕрĕ пор çинче пер (= эпир) те арăмсăр порнас çок. || Из. Собр. Шыва витре çинче ĕçсен, çылăх пулат, тет. || Из-за. Ала 16. Çавă хĕр çинче вăсен тавлашу пулнă. Тораево. Кайнă чух вăл виçĕ усал такмак çинче тавлашнине курнă. Ib. Эсĕ пире сут туса пар, эпир çак такмак çинче виçĕ çул тавлашатпăр. Синерь. Вăл вĕсене каланă: ма эсир вăрçатар? — Вăлсем каланă: курăнман калпакпа курăнман атă çинче, тенĕ. || Иногда употребляется при обозначении времени. N. Вилнĕ çыннăн ӳтне ир çинче (на утро) пытармалла пулсан... N. Ир çинче каллах иртерех тăраççĕ те, уя каяççĕ. N. Авăн çинче кайнă (во время молотьбы). N. Данил вилчĕ авăн çинче. Истор. Пĕрре Владимир çывăрнă чух Рогнеда ăна кăшт кăна çĕçĕпе чиксе вĕлереймен, лешĕ çинче (во-время) вăранса çĕççине туртса илсе ĕлкĕрнĕ. || Среди, в. Кан. Çирĕм пилĕк ача çинче начаррисем те пулнă. Ачач 65. Кантуртан килнĕ хута çав кунах халăх çинче вуласа кăтартнă. N. † Ялĕ-ялĕнче хĕрĕсем каччă çинче палăрмасть; хамăр ялсан хĕрĕсем укçа çинче палăрмасть. Ау 269. † Тăват пилĕк пăрат (брат) çинче эпĕ кăна ытлашши. N. † Ах аттеçĕм, аттеçĕм, пилĕк чуну çинче эпĕ пултăм ытлашши. Турх. † Нумай ача çинче, ах, ӳсрĕмĕр, анчах пире ырă кун пулмарĕ. N. Ертел çинче пурте пулат. Альш. Çитмĕл тĕслĕ кун çинче çил-тăвăл кун килĕ. N. Халăх çинчи шута ăста пĕлекен çын сайра анчах. Собр. † Кӳрĕш-арăш çинче пурăнтăм, пĕр йăвари çăмарта пек. (Хĕр йĕрри). Ст. Ганьк. † Куçна шурă илсессĕн, хĕрсем çинче килĕшмест. || При названии городов и пр. на вопрос: где? Н. Сунар. Кам кайма охота çанти купир çинчи чипер Анастаçи ятлă хĕр сăнне исе килмешкĕн, уна çĕр тенкĕ парăпчĕ. (Из сказки). Панклеи. Вăсам çинчен Сорăмра мар, Кăрмăш çинчи чăвашсем, Самартисем те пĕлеççĕ. Ib. Сорăм çинче. Панклеи. Çакăнта мăн хола полнă. Çав хола çинче вăрçă тохса кайнă. Вăрçă тохсанах, холине çĕр çăтнă. (Из сказки). || На обязанности, на ответственности. Актăй. † Ĕçес, çияс хуçа çинче, пупляс, юрлас пирĕн çира. Угощенье на хозяине, а беседы и песни на нас (т. е. как бы составляют нашу обязанность). Ст. Ганьк. † Сакăр пирĕ — сарă сыппи, пилĕке çитми тусан арăм çинче. || О, об, относительно. N. Мĕн пур сăмахĕ — юмахĕ те пăрусем — вăкăрсем çинче анчах.

çимĕк

(с’имэ̆к), назв. праздника, семик. Орау., К.-Кушки. Байглыч. Çимĕк, последний четверг перед троицей; в этом день проводили обязательное поминовение умерших. См. Магн. М. 185. Н. Седяк. Çимĕке чăвашсем эрне каç тăваççĕ, тройтсă умĕн. Çак каç вилнĕ çынсем киле таврăнать, теççĕ. Çăмарта пĕçереççĕ, кашни вилнĕ ачана пĕрер, çак çăмартасемпе выляса çӳрет, теççĕ. Хурăнташсене пуçтараççĕ, вара ĕçеççĕ, çиеççĕ. Хурамал. Çимĕке, акана иртерех пĕтерсессĕн, вырас çимĕкĕ умĕнчи кĕçнерникун тăваççĕ, акана час пĕтереймесессĕн, вырăс çимĕкĕ (троица) хыçĕнчи кĕçнерникун тăваççĕ. Аттик. Вĕсем пуринчен ытла çимĕк тенине мункун иртсен çичĕ эрнерен виçĕ кунччен пĕтĕм ĕçĕсене пăрахса уяççĕ. Тайба-Т. † Çимĕк çите пуçласан, хĕр пуçтарăнат урама; Хăят (назв. ярмарки в с. Кияти) çите пуçласан, хĕр саланат урамран. Сред. Юм. Çимĕке вилĕсĕм пыраççĕ. (Çимĕк ыран чôхне, ратил ыран тенĕ чохне, вилĕсĕм хăйсĕм вилнĕ киле пыраççĕ, тет). Якейк. Первайхи çимĕкчен çиччĕ шăва кĕрсен, е çич тьыха корсан, çын тепĕр çолталăкчен лайăх порнать, теççĕ. Ib. Çимĕкре пусăк пир кĕпи полсан та, çĕнĕ полтăр, мăнконта çĕтĕк полсан та, шорă полтăр. Регули 1198. Çимĕк тĕлĕнче килимарĕ вăл. Ib. 1188. Çимĕкренпе сумар выртать. Ib. Çимĕкчен онта порнатăп. СПВВ. ИА. Çимĕкрен чăваш хĕрĕсем вăйя тухаççĕ (начинают устраивать хороводы). Шурăм-п. Çуркунне, çемĕкчен шыва кĕме пуçларăн пулсассăн, çичче çитиччен кĕр, ахаль лайăх мар. Çимĕкчен е пĕртте кĕрес пулмасть, е çеччĕ кĕрес пулать. Ильково. Çимĕк виç эрне юлсан, çамрăк ачасем выляма пĕр-пĕр пушă вырăна тухаççĕ. N. Çимĕк çитеччен çиччĕ шыва кĕрес пулать, теççĕ. С. Дув. Çимĕк вăййи çичĕ эрне каç выляни килĕшет. Собр. † Çимĕк çич кун, терĕçе, çимĕк çич кун, терĕçĕ, ма çич эрне килмен-ши, ма çич эрне килмен-ши. ТХКА 34. Çимĕк сăрн ĕçме кăçал эпĕ хам арăмпа кукки патне карăм. Утăм № 1, 29. Çимĕкелле çав кĕриччен тавлашăва татасах, терĕç, çук çын ытла пит кӳтнĕрен пуянсем: чарасах, терĕç. Т. И.-Шем. Вилнĕ çынсене çимĕкре хывас йĕрке. Çимĕк çитес умĕн вилнĕ çынсене сăра туса хураççĕ. Вăл сăрана çимĕкре ĕçмелли сăраран ăрасна тăваççĕ. Унтан çимĕк умĕн кĕçнерникун ирех икерчĕ пĕçереççĕ. Чăн пирвайхи икерчине хуçа арăмĕ алăк патне чашкăсăр, çуртасăр, ахаль анчах вилнĕ çынсене хывать, унтан икерчине çемйипе ларса çиеççĕ. Сăра тунă чух та, ăсли ĕлкĕрсен, ăслине малтан вилнĕ çынсене хываççĕ, унтан хăйсем ĕçеççĕ, сăра сĕрнĕ чух та çапла тăваççĕ. Кăнтăрла сулăнса каçхи апат енне кайсан, кашни килĕре хăйсен çемйисемпе мункунти пекех алăк патне çуртасем çутса сĕтел лартса хываççĕ. Пĕр-пĕр килĕрен уйăрăлса тухнисем малтан тĕп çурта кайса тĕпри вилнĕ çынсене хываççĕ, унтан хăйсен килĕсенче хăйсен çемйинчи вилнĕ çынсене хываççĕ. Унтан каçхи апат тĕлĕнче кашни килĕрен икшерĕн, виçшерĕн лаша кӳлсе урапа çине, тарантас пуррисем непременно тăрантас çине минтерсем хурса ларса, лакăмпа сăра илсе, эрек илсе, масар çине каяççĕ. Масар çинче ăратни-ăратнипе хăйсен вилнĕ çыннисене пытарнă тăприсем патне пырса хываççĕ. Кашни ăратне хăйсен вилнĕ çыннисене ытти çынсен вилнĕ çыннисенчен ăрасна çĕре — пурте пĕр çĕре пытараççĕ, çавăнпа çимĕкре кашни ăратне хăйне ушкăн пуçтарăнса хываççĕ. Хываççĕ тӳрех çĕре, çимĕçпе пĕрле тата, камăн пурри, симĕс сухан хывать, унтан эрекпе сăра хываççĕ. Кашни татса пăрахмассерен вилнĕ çынсене асăнса: çавăн умĕнче пултăр, çавăн умĕнче пултăр, эпĕр асăнатпăр, эсĕр ан асăнăр, сĕт-кӳлĕ пултăр умăнта, теççĕ. Унтан вара çавăлтех ăратнипе ларса ĕçсе çиеççĕ; ĕçеççĕ ӳсĕрĕличченех, вара çĕрле пулас умĕн таврăнаççĕ. || Троица. Череп. СТИК. Çимĕке (к тронце) пурте сăра тăваççĕ. Ib. Çимĕк иртсен хыт-сухана тухаççĕ. Т. IV. Çăва çине çимĕке кайса, вилнĕ çынна асăнса ĕçсе-çисе юрламасан, ташламасассăн, вăл выртнă чухне те хурлансах выртат (ему бывает горько), теççĕ. || Назв. однодневной ярмарки. N. Çимĕк нумай полат: Микон-кон (9 мая) çимĕк, Хораç-ту (Вознесение) çимĕк, Явăш-кон çимĕк (за три дня до троицы) Троски-кон çимĕк (в день троицы). Якейк. Сар-кайăк, сар-кайăк, йăмăксене кортăн-и? Корсаттăмч, калаçсаттăмч, çимĕкрен çимĕке чопатьчĕç. В. С. Разум. КЧП. Халăх утать çимĕке хуп-хура та шап-шурă. || Назв. рыбы. Шибач. См. çимек пулли.

çин

то же, что çĕнĕ.

çит

(с’ит, с’ит’), достигать, доходить, доезжать, добираться, прибывать. М.-Чолл. Кăвак кашкăр калать: ан, çитрĕмĕр (слезай, мы доехали). N. Манăн (или: мана) киле çитесси инçе мар. Мне недалеко до дома. N. Вĕсем хулана пилĕк çухрăм çитсе кĕреймен. Они не дошли до города пяти верст. Сĕт-к. Орапая йăвăр тиярăмăр та, аран лăчăртаттаркаласа çитсе (çитрĕмĕр). N. Çитейместпĕр халĕ. Мы пока еще не доехали (до дома и т. д.), еще довольно далеко. ЧП. Икĕ усламçă килеççĕ, тарăн вара çитеççĕ. Çитин-çитмин мĕн тăвас, тавар илмесĕр юлас мар. Тим-к. Пуп çав вăхăтра киле çитнĕ, Украк часрах тухса тарнипе пупа çитсе çулăнса вара киле тарнă. Регули 1158. Вăл ман пата çитрĕ. Ib. Сан пата çитиччен килтĕм. Ib. 1127. Эп чӳркӳ патне çитрĕм. Чӳркӳ патне çитичченех шу тăрать. В. С. Разум. КЧП. Кĕркури çитнĕшĕн хĕпĕртесе, киле çитрĕç. Дошли до дома, радуясь тому, что Г. прибыл домой (с военной службы). Б. Яныши. Тăррисем хитре йоррисене йорлама çитеççĕ (прилетают). Баран. 86. Эпĕ хам çитес тенĕ çĕре çитсе пыраттăм. Изамб. Т. Пăр (град) карттус çине ӳкет те, пуçĕ патне çитеймест. Хора-к. † Ати кил-хошши çитмĕл отăм, çитмĕл отăма çитсессĕн атин килĕ полĕччĕ. (Свад. п.). Истор. Çар ертсе çӳренĕ чух вăл пĕр çĕртен тепĕр çĕре вĕçен-кайăк пек час çите-çите ӳкнĕ. N. Ыран тăват сехет тĕлнелле, завтра, приблизительно часам к четырем (тăват сехете — значило бы, чтобы в четыре часа быть здесь). || Догонять. Яргуньк. Кайсан-кайсан, çав лашана çите пырать (начал догонять), тет. Чураль-к. Лăпăрлă карчăк çите килет (догоняет, настигает), çӳхеме те çисе ячĕ, хама та çисе ярать. || Заставать, настигать. В. С. Разум. КЧП. Эпир авăн çапнă чух çăмăр çитсе çапрĕ. N. Ăшăмри чĕрем хускалчĕ, вилĕм хăрушăлăхĕ çитрĕ мана: хăраса чĕтĕресе тăратăп. Баран. 22. Вĕсем (гнус, насекомые) выльăха чĕрĕлех çисе ярасса çитеççĕ. || Доходить числом. Çутт. 142. Йăвăç пахчи пысăках мар, вăтăр ӳлмуççие анчах çите пырать (приблизительно доходит до тридцати корней). Чĕр. чун. яп. й-к. пур. 11. Сакăр пине çитсе перĕнет вĕт вĕсен шучĕ. N. Чĕмпĕртн чăваш шкулĕ те, 1862-мĕш çулта пĕр ачаран пуçланса 1870-мĕш çулта 9 ачана çитсе, шкул хисепне кĕнĕ. N. Пилĕк тапхăрччен хĕрĕхшер хут, хĕрĕхе пĕрре çитми суран туса çаптарнă. Арзад. 1908, 54. Инке пĕр купăста йăранĕнчен 15 пуç, тепринчен малтанхине З пуç çитейми каснă. Кратк. расск. 26. Эпĕ çĕр çинче çӳре пуçлани çĕр вăтар çул ĕнтĕ; çапах аттем-аннем çулĕсене нумай çитеймест манăн кун-çулсем, тенĕ. Орау. Вун çичче çитесси манăн тата пĕр уйăх; вунçич çул тултарма манăн пĕр уйăх çитмест. Мне недостает до семнадцати лет одного месяца. Регули 906. Воннă ут патнех çите пыратьчĕ. Было лошадей с десять. || Дожить, „достукаться“. N. Тĕнче тăрăх кайма патнех çитрĕмĕр ĕнтĕ, тенĕ Иван Петрович, хăйĕн юлашки ĕнине хырçăшăн илсе кайсассăн. Дожили (достукались) до того, что пришлось итти по миру, сказал Иван Петрович, после того, как увели у него последнюю корову за подати. N. Ситмĕле çитрĕм. Мне исполнилось 70 лет. Савруши. Çапла ĕнтĕ юлашки кун патне çитеççĕ (наступает...). N. Вилĕм ĕçне çитетпĕр. || Переходить, заражать (о болезни). Трахома. Упăшки чирĕ алшăлли тăрăх арăмне те çитрĕ. || Посетить, побывать. N. Ваçан çав арçын-юмăç патне те çитнĕ (посетил). Курм. Эпĕ Москова та çитнĕ. Я был и в Москве. N. Миçе хулана çитрĕмĕр, хамăр ял этемми курман. Во сколькях городах побывали, а своих деревенских не встретили. N. Халер аллă яла çитнĕ. Холера посетила пятьдесят селений. Кан. Кун пирки ĕç сута та çитсе пăхрĕ. Это дело побывало и в суде. Юрк. Виç-тăват çул хушшинче ку виç-тăват приказа çитет (перебывал в трех-четырех приказах). Ib. Çитнĕ çĕрте çырла темĕн чухлехчĕ. || Исполняться. N. Шухăшланă шухăш та тепĕр чухне (иногда) çитмес. N. Ун урлă калани çитнĕ. Шорк. Эпĕ шухăшлап та, çав авалхи çынсем сомаххи ман тĕлĕн (в отношении меня) çитсех пурать. Б. Яуши. Кушак çул урлă каçсан, ĕмĕтленнĕ ĕмĕт çитмест, теççĕ. (Поверье). Ала 62°. † Сирĕн пиллĕх пире çитес пулсан, ирхи сывлăш шывпе ким юхтăр; сирĕн пиллĕх пире çитмесен, Шурă Атăл çинче ким лартăр. || Доставаться; постигать. Хĕн-хур. Çынна хĕн-хур тăвакана тивлет çитмест (не даруется). Ст. Ганьк. Çав ылттăн хурт пылне хăçан та хăçан йӳçĕ çитерĕ, çавăн чухне çак çынна йӳçĕ çиттĕр. N. Мана мĕн çитсе ларчĕ, çавна эсĕ те асăнтах тытса çӳре. Ман çине çитни сан çине те çитмелле. N. Ĕçе тӳррипе тумасан, сирĕн çине ун çилли çитĕ. N. Сан суту пĕр сехетрех çитрĕ, тийĕç. N. Ăна та мĕн те пулсан çитĕ-ха. N. Кам пире çитнĕ инкекрен хăтарĕ-ши? || Достигать апогея. Орау. Эх, мăнтарăн çанталăкĕ! Пирĕн кун-çул çите пуçларĕ (какая благодать весною). Кан. Ак çитрĕ пурнăç. Альш. Ял çыннисем тиркешмесен, çитнĕ манăн пурăнăç. Ала 103°. † Ати лаши — сар лаша, кӳлтĕм тоххрăм чопмашкăн. Хампа ларттрăм сарă хĕр, сарай тавра çавăрăнтăм, ĕмĕр çитнĕн туйăнчĕ. || Доставать, быть достаточным, хватать. Альш. Пурне те çитнĕ чыс (угощене). Никам кăмăлĕ шăранмасăр юлни çук. Ib. † Улма йывăççине пас тытнă, ан чарăрсем, тăвансем: пире чыс çитнĕ. (Застольная песня). N. Кĕнеке çитмен пирки (от недостатка) сан патна вулама çӳреме тивет. Истор. Эсир мана кашни килĕрен виçшер кăвакарчăн, тата виçшер çерçи тытса парăр та, çитĕ (и довольно). N. Сире сахалпа çитес çук (малого количества вам недостаточно), сахалтан та (самое меньшее) сире пĕр пăт кирлĕ. N. Эх, çитмен пуранăç, мĕн чухлĕ çынна эсĕ тĕттĕме хăвартăн! N. Ачасемпе калаçса пăхасчĕ пирĕн, ун чухне мана ĕмĕр çитнĕн туйăнĕччĕ вара. ССО. Таванăмсем! пытанса выртасси çитĕ ĕнтĕ! О сохр. здор. Тӳшек питне малтан каланă пек вĕри шывпа вĕретсе тасат, вара çатрĕ те (вот и всё). N. Эпĕ мĕн çитменшĕн хамаăн чи çывах çыннăма сирĕн аллăра парăп? Чем люди живы. Симунăн вара пурăнăçĕ çитсе тăра пуçланă. Семен стал жить в достатке. Изамб. Т. Мункунта укçа илни çитмес (недостаточно того, что...), çăмартине те, хăпартуне те пухса çӳреççĕ (попы). Ib. Çитменнипе лашана сутса ятăмăр. N. Çитменнине тата атти (анни) пырса кĕчĕ. Ой-к. † Пус-кил арĕм сӳс тĕвет; эп те тĕвем, терĕм те, кисип çитмеç, терĕ, тет. Кисип илме карăм та, йăтти хăр-хам! терĕ, тет. Регули 247. Окçа çитменрен (scr. çитменирен) çӳремест вăл. Он не путешествует потому, что у него недостает денег. Ст. Шаймурз. † Шур кăвакал чĕпписем кӳл-кӳл урлă, сĕлĕ сапса сĕлĕ çитмерĕ. Н. Сунар. Халĕ ĕнтĕ, ватăлсассăн, ĕçлеме вăй çитейми пуçларĕ те, вăл мана хăваласа ячĕ, тенĕ. Н. Сунар. Вăл ĕлĕк çамрăк чухне аван ĕçленĕ те, халĕ, ватăлсан, унăн ĕçлеме вăйĕ çитейми пулнă. Качал. Патша хĕрĕ курчĕ, тит те, çакна, калать, тит: ма килтĕн, Йăван, тесе каларĕ, тит. Эпĕ пĕтни çитмеçт-и? Кай, атту пĕтетĕн эс те, тесе каларĕ, тит (она). Пазух. Сирĕн пек ырă çын, ай, умĕнче тата тутлă чĕлхем, ай, çитмерĕ. Кожар. Пичĕшин, кахаллипе ĕçлемесĕр пурăнса, çиме те çитми пулнă. Его старший брат стал скудаться едой. Юрк. Чиркĕве кĕрсен, çав аллинчи çуртисене кашни турăш умне çутса ларта пуçлат. Пурин умне те пĕрер çурта лартсан, пĕр турăш умне лартма çурта çитмест. Ib. Сана уйăрса пани çитмен халĕ. Мана мĕн чухлĕ патăр? N. Пурăнăç çитмен пирки выçăллă-тутăллă пурăнса аран ӳскелерĕм. ЧС. Ачасене татах тем çитмес: кушилти çăмартана капăр (вдруг, сразу) тăкса яраççĕ те, пĕри те пĕри илес тесе, сыранса ӳкеççĕ. N. Вăл панипе çитмерĕ. Данного им не хватило. N. Саххăрпа çитет поль. Сахару-то, поди, достаточно (т. е. больше не надо). N. Ĕлĕк пирĕн нихçан та çиме çитместчĕ. Якейк. Эс мана окçа тыр вырнăшăн кĕт çитимирах патăн (не додал). Ib. Çорт лартма Иванăн хатĕр çите пырать. Иван почти что приготовил материал для стройки. Яжутк. Çулталăкне çĕр сумпа çите. Будет достаточно ста (ассигнованных) рублей в год. Юрк. Çĕнĕ-çын чухне хунямăшне пĕр витре шыв карташĕнчи пуссинчен кӳрсе пама ӳркенекен çынна, халĕ тата таçтан аякран та пулин ирĕксĕр тултас пулат. Ахаль те чăлах япалана, наяна, çитнĕ те... тытăнат хуняшшĕне: пус та туса памарĕ, тесе, вăрçма. Собр. Ĕçсе çитнĕ, тек ĕçсе капан тăвас çук, теççĕ. Йӳç. такăнт. 37. Ну, кум, ан ятла çисе те, ĕçсе те çитрĕ. Манăн каяс ĕнтĕ, питĕ ĕçсĕр пултăм. || Касаться. N. Лашине куритене çитмеллех кăкарман. || Сравняться. Янш.-Норв. Тĕр таврашĕнчен вара ăна çитекенни те çук: ăна хуть те мĕнле тĕр пуçласа пар, вăл ăна пĕр самантах тума вĕренет. Собр. Тӳрĕ пурăннине ним те çитмĕ, теççĕ. (Послов.). N. Ача-пăчана ху куç умĕнче тытнине нимĕн те çитмест. N. Вĕсен çулчисене, кăларичченех (до вырытия корнеплодов), татманнине нимĕн те çитмест (лучше всего не рвать). N. Нумай тĕрлĕ суран пур, чĕре суранне çитеймест. N. Эсир ăçта мана çитме! Тăв. 37. Ну-у, кăна уш ан кала та. Ваньккана Кирукăн çитме питĕ инçе. N. Ку Якор патне çитес çок. Ему с Егором не сравняться. С. Айб. † Нумай пĕтет, сахал çитет, пĕрле тăнине мĕн çитет? || Приближаться. N. † Хăят çите пуçласан, хĕр пухăнать урама; Хăят çитсе иртсессĕн, хĕр саланат урамран. СТИК. Эс миçере? — Çирĕмре.— Эй сана салтака кайма вăхăт çите пырат иккен! (Выражает близость солдатчины, не указывая на приближение во времени). || Успевать, подоспевать. С. Айб. † Савнă тусăм аса килнĕ чух çитеймерĕм эпĕ чыспала. БАБ. Ку тукатмăш хĕвел аннă вăхăтра вилчĕ те, çĕрле пулса çитиччен ун вилни çинчен пĕтĕм ял пĕлсе çитрĕ. Собр. † Пире курайман тăшмансенĕн куçĕ ăçтан курса çитет-ши? Орау. Иванĕпе Макарĕ çитнĕ те унта (уж там, везде поспевают шедьмецы)! В. С. Разум. КЧП. Вăл килессе кĕтех тăрса урока çитеймерĕм. || Вернуться, обратиться на... N. Хам тунă йăнăшсем хамах çитрĕç, вĕсем пуçăм çинчи çӳçрей те йышлăланчĕç. Нижар. † Кайăк-хур пырать картипе, кайри мала иртминччĕ: эпир çакăнта ĕçсе çисе юрлани хамăр хыçран çитминччĕ. || Наступать. Юрк. Çитес пин те тăхăрçĕрмĕш çулта. В будущем 1900 году. Орау. Çитес хĕлте (будущею зимою) кĕлетне кăлараймăпăр-и-ха, сыв пулсан! Четырлч. Çитнĕ çулхи (наступившего года) куланай пулат, çак парăмсене тырă пулнă çул пурне те ытаççĕ. Якейк. Пирн те каяс çиттĕр поль. Поди и нам наступила пора уходить. (уезжать). СТИК. Çитес вырсарникун, çитес эрнере, çитес уйăхра. (В этих выражениях „килес“ не употребляют). Ib. Çитес праçникре тата килĕр. Кан. Етĕрнери эрех савăчĕ-çуртне çитес кунсенчех юсаса çитереççĕ (кончат ремонтировать). ТХКА. Тăхти, çитес çул клевĕр лартам-ха, сана вара клевĕр пăтти пĕçерсе парам, клевĕр кукли туса çитерем. Чхĕйп. Вара вăлсам çитес каç, юпа тăвас тенĕ чух, пĕр пĕчĕк сĕтел, тата тепĕр пĕчĕк пукан туса хатĕрленĕ. ГТТ. Ваттисенче вилнĕ. Умер (-ла) в старости. N. Анчах вăл вăхăт çитсех çитмен пулĕ ахăр (видно еще не совсем наступило). N. Ача çурални сакăр кун çитсен (когда исполнится в дней со дня рождения ребенка). ЧС. Манăн асанне вилни пилĕк çул çитет ĕнтĕ. НАК. Киле каяс вăхăт çитерехпеле, когда уже приближалось время отъезда. || В качестве вспомог. гл. N. Новгород пĕтĕмпех пĕтсе çитнĕ. Баран. 107. Тинех вара вĕллере йĕрке килсе çитет (наступает порядок). N. Вĕренсе çитсе кĕнеке вулăр, хытă çĕре кăпăк тăвăр. Ала 62. Пурте ларса çитсен, когда все усядутся. Ib. 80. Ĕçсе-çисе çитсессĕн, вырттарса çывратрĕç старике. Чăвашсем. Çутăлса çитсен, когда рассвело (-ет). Пĕтĕмпе тĕттĕм пулса çитсен, когда совсем потемнело (-ет). Виçĕ пус. 17. Начарланса çитет. В. С. Разум. КЧП. Микулай ӳссе çитнĕ. О сохр. здор. Пирĕн ĕçе çавăн пек: тасалса та çитме çук (т. е. не находишь времени привести себя в порядок). N. Çамрăк ачасем салтака кайиччен нумай вĕренсе çитеççĕ. N. Мĕнле ку чиновниксем, улпутсем пит „кăмăллă“ пулса çитрĕç? N. Килсе çитнĕ. N. Пурăнсан-пурăнсан, хай чир чиперех пусмăрласа çитет. N. Начарланнăçем начарланса çитнĕ. Чума. Вăй-хăвачĕ пĕтĕмпех пĕтсе çитнĕ (у нее). N. Выльăхсем самăрланса çитрĕç. Цив. Çырмана лашасене тытма пырса çитрĕ. Н. Сунар. Вăл ман пата чупса çитсе (подбежав), мана калар. Бес. чув. 4—5. Ун çинчен: ку пуйса çитрĕ, теме те юратьчĕ. N. Кунта халăх пайтах пуçтарăнса çитнĕ иккен. СВТ. Тата ача пĕр-пĕр чирпе чирлĕ пулсассăн та, сывалса çитиччен ăна шатра касма юрамасть, теççĕ. Альш. † Ӳссе пĕвĕм çитсессĕн, эпĕ усал пултăм-и? (Хĕр Йĕрри). N. Вĕсем мана эпĕ аптăраса çитнĕ вăхăтра кклсе тапăнчĕç. N. Курăк ирхине чечеке ларса çитет. N. Сан хаярлă-хунтан хăраса çитрĕмер. N. Сывлăшăм пĕтсе çитрĕ. N. Шăп тăват сехет тĕлне килсе çитрĕ. Пришед ровно в четыре часа (секунда в секунду, без опоздания). || Быть готовым (доходить до того, что...). Юрк. Хăшне пăхнă, ăна, юратлипе ытараймасăр, чуп-туса илессе çитетĕн. Н. Шинкусы. Тем парасса çитнĕ. Был готов отдать не знаю что. См. ахаль ту. БАБ. Юман хăй тĕреклĕ, çирĕп те, кăмпи те хăватлă теççĕ, курăнать; таçтан илессе çитеççĕ сассим (готовы взять откуда бы ни было). || В чувашизмах. Четыре пути. Çитĕнсен евчĕсем ăçтан çитнĕ унтан (отовсюду) пыра пуçларĕç. N. Ăçта çитнĕ унта, куда ни пойдешь — всюду... N. Ăçтан çитнĕ унтан, со всех сторон, отовсюду. ТММ. Ăçтан çитнĕ туйăма, кушак пуç пек хыпама.

çитмĕл

(с’итм э̆л’), семьдесят. Ст. Шаймурз. † Савнипеле савни савăшнă чух, çитмĕл рай алăкĕ уçăлчĕ. Якейк. † Çичĕ пуслăх хĕрĕшĕн çитмĕл хуçăк полтăмăр (изломались, искривлялись, т. е. ташласа и пр.). КАЯ. Çитмĕл те çич тĕслĕ таса курăк. (Из моленья). БАБ. Унтан хама шăтăкран пăхма хушрăç. Эпĕ пăхрăм та, çитмĕл те çичĕ тĕслĕ япала куртăм. (У чуваш: çитмĕл те çичĕ тĕслĕ этем, çитмĕл те çичĕ тĕслĕ выльăх çĕр çинче). N. Çул çине кайсан та, ир тăрсан та, каç выртсан та çитмĕл те çичĕ тĕрлĕ куç, çитмĕл те çичĕ тĕрлĕ этем, çитмĕл те çичĕ тĕрлĕ кайăк, çитмĕл те çичĕ тĕрлĕ сенкер-сехмет, çитмĕл те çичĕ тĕрлĕ хаяр-усала сир. (Моленье). ТХКА 74. Масар çинчи çĕнĕ вилĕсене шутлатăп та, çĕнĕ вилĕ пурĕ икçĕр çитмĕл те ытла кăçал пытарни. N. Çитмĕл пилĕкшерлĕх кивĕ укçа (монета по 75 денежных единиц). || Двадцать копеек серебром. Панклеи. Атти, тăрса йорлам-и? Хĕреслĕ тенкĕ парат(ă)н-и? Çине çитмĕл парат(ă)н-и? Ib. Илсе тавăрнтăм та, тирне сӳсе виç тенкĕ те виç çитмĕле (за З руб. БО коп.) соттăр-и, тет. Собр. Тăват кĕтесре тăват сĕтел, тăват сĕтелре тăват çитмĕл, тăватă çитмĕл пулмарĕ, атте ачи пулчĕ.

çоаç

то же, что çăвать-ĕç. Сятра. Çĕнĕ çын: ку çомăр çоаç (с’оос’) халь ĕнтĕ, тет, тесе калать, тет. (На самом деле это шелестели листья осины).

çĕн çул

çĕнĕ çул, новый год. Т. VII. Пĕр çын çĕн-çул кунĕ таçта çула кайма тухнă, тет. N. Çĕнĕ çул каç, вечер на новый год.

çултан çул

с года на год, из года в год, с каждым годом, Календ. 1907. Çавăнпа çултан çул çĕнĕ çĕре халăх сахалтан сахал куçать. N. Тыр номайтарах туса илессишĕн, çолтан çол кĕрешӳ вăйланса пырать.

çуммипе

то же, что çумĕпе, рядом, мимо. Альш. Вĕсем унталла кĕрсе кайрĕç те, кĕшĕлтетсе каялла çавăрăнса килеççĕ çĕнĕ кассалла уччилни çуммипе (мимо училища, проходя очень близко, вплотную к нему).

çуна çитти

, çона çитти, рогожа для покрывания ног или вещей, положенных на сани. КС. и др. Сиктер. Аш пиçсен, аша çуна çиттисем çине кăлараççĕ. Çĕнĕ-Кипек. Çуна çитти (или: ашăк), редкая рогожа, которую может соткать один человек.

çур

(с’ур), то же, что çывăр, çăвăр, спать. СПВВ. ТА. Çурас = çывăрас. Сятра. Пĕр çĕнĕ-çын кăнтăрла вус аньа (= ăвăс айне, под осину) кĕрсе выртса, тет те, çурат, тет. Шибач. Выртрĕç те çурчĕç. Сятра. Хытă çурса лартса (выспался), кăнтăрла выртса та! Ала 29°. † Ай, аки, сарă аки! Илсен ман арăм полмăн-ши? Çурсан, ачи польмĕ-ши? N. Вонпĕр сахатра тин çуратпăр (ложимся спать), онсăрăн ĕç пĕтмес. Сĕт-к. Сурни (спанье) путьăнлах полмар, ахаль йăванкаласа выртрăм анчах. (В Якейк. этого оборота нет). || Застояться (о крови), одеревенеть (о ноге, руке). Шибач. Йон çурчĕ. N. Ура çурнă.

çутăлтар

(дар), освещать. || В перен. смысле. Якейк. Эс хальччен мĕн çутăлтарса лартрăн? Что выдающегося сделал ты до сих пор (т. е. ничего не сделал). || Альш. Ватă карчăксем çутăлтарса яраççĕ çĕнĕ илемлĕ пĕтернĕ сурпансем (форсят в новых сурбанах). || Засветить (ударить). Сред. Юм. Çутăлтарса яр (означает удар по лицу). КС. Питĕнчен çутăлтарса ячĕ (ударил по щеке). Орау. Пĕр енчен те тепĕр енчен çутăлтарать (по роже хлещет ладонью).

çăвăр-пура

подновленный сруб у колодца. СТИК. Пус мури кивелсе çĕрсен, начартарах çĕрнĕ вырăнсене çăвăр-пура ярса çĕнетеççĕ (çĕнĕ-йывăçпа хушса хураççĕ).

çăкăн

(с’ŏгŏн), кланяться, приседать, делать реверанс А. Турх. Юрк. Çĕнĕ-çынна çĕн-çын салми пĕçерме шыв ăсма кайнă чухне, е шыв ăсса, йăтса таврăннă чухне тĕл пулнă çыннисене: ача-и вăл, пысăк çын-и, ватă çын-и-пурĕ-пĕр, пурне те çăкăнса салам панă (реверанс тунă). Урине чăркуççи тĕлĕнчен куклетсе, пуçне пĕшкĕртсе, виç тапхăрччен тайăлса пуççапса илнĕ. Çĕнĕ-çынни çапла пуççапнине куракан çынсем ăна хирĕç: пысăк çын, аслă çын пул! тенĕ. Ib. Çăкăн, вăл санран аслă япала. Альш. Çĕнĕ-çынни нимĕнсĕрех хĕвеле хирĕç тăрса (хĕвел тухăçнелле пăхса) малтан виçĕ хутчен çăкăнат: аранçĕ-аранçĕ лапчăнса илет. N. Çăкăнать (салам ярать). Городище. Çăкăнса аннă. Подкосились ноги и упал. СТИК. Вăл чупса пынă çĕрте çăкăнчĕ-анчĕ (упал как подкошенный стебель). Шорк. Тырă çăкăннă (или: çăкнă. Хлеб в поле после сильного дождя ломается и колосья в беспорядке опускаются к земле. Чаще всего бывает в тех случаях, когда хлеб не успеют собрать во-время).

çăкăр

(сы̆гы̆р, сŏгŏр), хлеб. N. Хулăн укçи çĕр тенкĕ. Калаçнă чух вун тенкĕ çăкăр çине хумалла, теççĕ. Сред. Юм. Çăкăр кăмакана манса йолсан, килте кăшĕ те полса вилет, тет, çавăнпа она çол тăваткăлне тохса пăрахаççĕ: вара вилмес, тет. (Нар. поверье). Ib. Çăкăр хырăм хыççăн çӳремест, хырăм çăкăр хыççăн çӳрет. Ib. Ôнта çиес çăкри пор поль. Судьбой определено тамошний хлеб есть. (Гов. невестам, выходящим замуж, и солдатам). Ib. Эп санран маларах çăкăр çинĕ. (Гов. молодым, когда о чем-нибудь спорят, указывая на то, что он старше и потому опытнее и больше видел). Ib. Вăт сахал хôтсан, çăкăр начар пиçет; ăна вара: елпенсе пиçнĕ, теççĕ. Ib. Пиç, пиç çăкăр, аçу-аму çăкрине хора йытта ан кайса пар! (çапла каласа алла тытса ачасĕне çĕре антарса яраççĕ, вара çав ачасĕне çĕклекеннинчен пĕри кôшак полать, пĕри хуçи полать те, тыр вырма каян пикки туса, пăртак аяккарах кайса, корăк çинче пĕкшĕнсе çӳрет; кôшакки, çăкăр полнисĕне пырса çиесшĕн, чупса пырать (дотрагивается). Хуçи ôна хуса ярать; кôшакки порне те çисе ярсан, каллах çĕнĕрен тепĕр хут çавăн пик выляççĕ. Изамб. Т. Çăкăр хывсан, кӳрсе пар вара? — Юрĕ. N. Кăмакана сакăр çăкăр кĕрет. ФТТ. Çĕнĕ çăкăр çинĕ çĕре усал çын пырса кĕрсен, теллей çук, тет. Батыр. Салтак ăсатнă чухне ашшĕ-амăшĕ, е тăванĕсем, унăн ячĕпе асăнса турă умне çăкăр хураççĕ. Сунт. Çăкăрсем чиксе хатĕрле-ха (на дорогу), каçчен çитес. Изамб. Т. Салтака кăларса кайнă чухне ялтан пĕр аллă пичетни кайсан, е пĕр хĕр-ача, е пĕр арçын-ача юпа çине тăрса: çăкăру манса юлнă! тесе кăçкăрат. Н. Шинкусы. Сĕтел çинче пĕр пуçламан çăкăр выртатьчĕ. СТИК. Çын килсен, çынна çăкăр лартмасăр яни аван мар (не хорошо не накормить человека), теççĕ. Рак. † Шур перчетке хĕрсен саламĕ, наян хĕрсем сăкăрăн харамĕ? К.-Кушки. Çăкăра ан шăйăркала. Не черти по хлебу. ЧП. Шур çăкăр, белый хлеб. Аттик. Тата кашни хуран çăмне чашăкпа виçшер пашалу, пĕрер пуçламан çăкăр е читнай çу сĕрсе лартать. N. Çăкăр çĕртсе пурăн; пĕр çăмартапа пĕр çăкăр çиме хушнă. Буин. Мана çăкăр çимес тетием? Разве я не человек? Разве я такое ничтожество? N. Çăкăр сана чĕнмес вĕт, теççĕ. (Послов.). Букв. 1886. Эсĕ çăкăр çисе çĕртме анчах. N. Çав йĕркесĕр пурăнакансем, халăха çăкăр вырăнне çиекенсем, пирĕн пурнăçа пĕтереççĕ. N. Выçăхнă çынна çăкăр кăтартман пулĕ. Альш. Эсĕ çăкăрăн пĕр пĕрчине тăмастăн-вĕт! теççĕ. N. Пирĕн çимелĕх çăкăрри çук пулсан та (хотя нам и нечего есть), куланай партармасăр патша тарçисем хăварман. || В перен. знач. Альш. † Эп каймăттăм çав Чĕмпĕре, çăкăрăм çавăнта туртат (то же, что тат. Risiq tarta). Ст. Шаймурз. † Сирĕнех те çийĕрте пустав халат, çил тавăртăр сылтăм аркине; эсир чĕннипе пырас çук, турă çавăртăр атте-анне çăкăрне.

çăмарта

(сы̆марда), яйцо. Собр. Чăх çара çăмарта тусан, япала çухалать, теççĕ. Орау. Пĕлтĕр çăмартана малтан Якура çитартăмăр та, чăхсем çăмарта лайăх (нуммай) турăç. Ib. Чăх çара çăмарта тусан, лайăх мар. N. Кивĕ çăмарта. N. Виç эрнерен ытла выртман çăмарта. N. Çăмарта самăр мар. Кубня. Мăн çăмарта, çутă куç. (Ламппă). Абыз. Вуникĕ ăмăрт-кайăк, ал икĕ чана, тата виçĕ çĕр утмăл пилĕк шăнкăрч пĕр çăмарта йăтса кайнă. (Çулталăкри уйăх, эрне, кун). N. Хĕре (невесту) килте, çынсем панче те непременно çăмарта шӳрпи çитереççĕ, ачалă-пăчалă пултăр тесе. Вил-йăли. Ача вилсен (лет до 5—7), тула çăмарта кăларса ывăтаççĕ. Альш. Сакайĕнче сакăр çăмарта, саккăрĕш те сарă çăмарта. Пшкрт. Иккĕччен çоратат (родится), пĕре вилет. (Çăмарта). N. Ку такăнчĕ, тет те, кун çăмарта тарчĕ, тет (яйцо выскользнуло у него из рук). М. Васильев № З, 20. Çыннăн чонĕ тохсанах: чон вырăнне çăмартана асаплантар, тесе, орама пĕр çăмарта тохса пăрахнă. Тет. Çĕнĕ-çынни минчетрен килсенех, хапха урлă çăмарта ывăтаççĕ. Нюш-к. Шыв чăххи çăмартине шыв хĕрне тăвать (несет яйца на берегу). N. Ăçта çăмарта ăрăмласа пăрахать вăл çын патне. Çавăнпа чăвашсем, хапха умĕнче çăмарта выртнине курсан, вăл çăмартана илмеççĕ. Сред. Юм. Ака пăтти пĕçерсен (акса пĕтерсен), пĕр чашăк пăтă, пĕр çăмарта ана çине варнă; ăна: тырри çăмарта пик тотă полтăр, тесе, варнă, тет. Ib. Çăмарта тăвас чăх пик коскаласа çӳрет, тесе, пит васкаса ниçта кайса кĕме аптраса çӳрекен çынна калаççĕ. Ib. Çăмарта панче çӳрет. Живет в яичниках (занимается по скупке яиц). N. Çăмарта çурăлса карĕ те, унăн питĕ çине сирпĕнсе хупласа илнĕ. Яйцо лопнуло и залепило ему все глаза. Н. Сунар. Çав çăмарта йăмăкин чĕри пулнă. Этем йăх. еп. пуç. кай. 4. Вăл: виçĕ мăн çăмартасем çинче ларса, пĕр ывăл, икĕ хĕр кăларнă та, çаксенчен вара этем йăхĕ пуçланса кайнă, тенĕ. Кан. Хăçан паран (отдашь)? — Автан çăмарта тусан (т. е. никогда).— Унччен тăхтамастăп.— На, эппин!.. Ядр. Çăварни лаши çăмарта пек (круглая как яйцо), çăмарта калики тăвас мар. СТИК. Çăмарта пек чăп-чăмаркка лаша. Маленькая, но аккуратная лошадка. Арзад. 1908, 42. Çăмарта сутнипе вуникĕ пуслăх тăвар илнĕ (она). || Арзад. 1908, 5З. Анне çăмарта Луккине улт çăмарта, Тимака ик хут ытларах сутнă. || Теsticuli (шулята). Шорк. Ăйăра, çăмарти ансан, кастараççĕ (это бывает в возрасте З—4 лет). Орау. Çăмарти анать, тетчĕ-çке, епле ăна салтака илнĕ пулать-ха. N. Акташ ачине çăмартинчен тапнă та, вилнĕ.

çăпата пуçĕ

носок лаптя. N. † Çĕнĕ çăпата эпĕ сыртăм, пуçне пылчăк тивминччĕ. (Хĕр йĕри).

çĕмĕр

(с’ӧ̆мӧ̆р, с’э̆мэ̆р), разбить. Кан. Кайса çапса çĕмĕр çав çынăн (= çыннăн) чӳрече-кантăксене (у др. чӳречисене). Изамб. Т. Акă çăмартине çĕмĕр (т. е. скушай яичко; гов. угощающий). N. Шăлсăр карчăк шăмă кышлать. (Тылă, кантăр çĕмĕрекенни). Синерь. Кашкăр сиккер-сиккĕр, тет, ниепле те кăлараймасăр, хӳринех çĕмĕрсе, каялла пăхмасăр тарчĕ, тет. || Разрушать, ломать, раззорять. Перев. Ула-курак йăвисене çĕмĕрме карăмăр. || Обкрадывать, Синьял. Çаксен пĕр пахча пур, тет, çаксен пахчине çĕрле çĕмĕрсе каять (кто-то приходит ночью и абкрадывает), тет. Чист. Качакасем купăстасене çĕмĕрсе пĕтернĕ (потравили). N. Çар витĕр çĕмĕрсе, çав слон патне чупса пынă. || Громить, грабить. Б. Олг. Вот вара çĕмĕрме поçларĕç вăлсане, пит çĕмĕрчĕç он чохне вăлсане, пит пусăк соран (убыток) полчĕ çынсане. М. Сунч. Çак мур пирĕн таврари ялсенче пит çĕмĕрсе çӳретчĕ. Орау. Хурт çĕмĕрнĕшĕн пит пысăк çылăх пулать, тит; вăл çылăх çынна вĕлерннпе пĕрех, тит. || Указывает на силу движения. Баран. 56. Çитес çуркунне çĕнĕрен килĕр, чипертерех çĕмĕрсе çӳрĕр! тенĕ (Т. Бульба). Эльбарус. Ал-арманьпех çĕмĕрсе çитнĕ во. Хурамал. Çапла калаçнă вăхăтра упа çĕмĕрсе кĕнĕ (вломился к ним). Цив. Лаши пĕтĕм халăх ăшĕнчен çĕмерсе патша хĕрĕ умне сиксе ӳкрĕ, тет. Çутт. 81. Çуни çине ларать те, сарт айнелле çĕмĕрет (летит под гору). Юрк. Пилĕкĕсене тытса çĕмĕрсе (во всю) ташла пуçлаççĕ. Эльбарус. Тата ĕнисем ман хыçран таптама хăтланса, мĕкĕрсе, вăрмана янтратса, çĕмĕрсе пыраççĕ. Баран. 174. Халăх çĕмĕрсе кăшкăрнă (очень громко). Ib. 54. Вара Тарас поляксем витĕрех тухма шухăш тытнă. Витĕр çĕмĕрсе тухса пынă. || Промыть. Кан. Пĕвене иртнĕ çуркунне шыв çĕмĕрсе кайнăччĕ. || Изувечить. Чăв. й. пур. 19. Ялти çынсене те пурне те хĕнеспе, çĕмĕреспе хăратса пурăннă (держал в страхе). || Пороть, бить. Турх. Ача-пчана ăна çĕмĕр, тетчĕç. || Разорвать. N. Пĕр кашкăр сиксе тухрĕ, тет те, лашине (его) çĕмĕрсе тăкрĕ, тет. || Поднимать гам, горланить. Альш. † Савни анать шывалла, сассипелен çĕмĕрсе. Ск. и пред. чув. 81. Çĕнĕ кĕрӳ çумĕнче çичĕ юланут ташлать, пĕтĕм яла çĕмĕрсе, çăвар карса антăхать (горланит на всю деревню). КС. Çĕмĕрсех калаçать (громко или грозно). Юрк. Автан каçхĕне пит çĕмĕрсе авăтсан, çумăр пулат. ТХКА 103. Сĕм вăрмана упа-кашкăр, сасси çĕмĕрет. || Грохотать (о пушках). Полтава. Сăртсем тăрăх тупăсем хыт янтраса çĕмреççĕ („по холмам грохочут пушки“). || Бушевать. N. Пĕр маях çил тăвăл çĕмĕрсе тачĕ. || Употр. в чувашизмах. Сред. Юм. Паян ĕçлесе çĕмĕртĕм (сегодня много работал). Ib. Эс авăн çапса çĕмĕрен ĕнтĕ, тепле тырри çитĕ сана çапма! (Гов., с иронией, человеку, который не может хорошо молотить). N. Тем чул пуçа çĕмĕрсен те (ломать голову), аса илимарăм (илеймарăм). N. Ăша çĕмĕр, огорчать. Ачач. Тем шутсăр пысăк ĕç çинчен хытă шухăшласа пуçне хытă çĕмĕрсе утакан)... Йӳç. такăнт. 52. Çĕмĕрме тапратрĕ. || Ругать, пробирать. ТХКА 85. Выльăха курайман çынна эпĕ хытă çĕмĕреп.

çĕнтерӳлĕх

победа. Сам. 21. Çĕнĕ пурнăç, çĕнтерулĕх вĕçсĕр сарăлтăр санран.

çĕн

новый. См. çĕнĕ. Сред. Юм. Çĕн уйăх çамăллăх, пире пуймалăх. (Так говорят, когда в первый раз увидят молодой месяц). Чертаг. Çĕн уйăхпа кив уйăх хошши (interlunium, новолуние). Шорк. Çĕн Йăван (женившийся и оставшийся жить в доме жены называется „Çĕнĕ Йăван“, „Çĕнĕ Хĕветĕр“ и т. п). Произв. см. в çĕнĕ.

çĕнир

(-н’ир) т. е. çĕнĕ ырă, назв. выгона н речки (местн. пад.— çĕнирте). Чуратч. Ц.

çĕнĕ

(с’э̆н’э̆), çĕн, новый. Юрк. Çынсем пек çĕнĕ пӳртре пурăнăпăр. Ачач 108. Çамрăк ача сасартăк темскере çĕнĕ япалана, кĕтме тытăннă. Мĕн пулать-ха вăл çĕнĕскер. Чăв.к. Эсĕ çĕнĕ кĕрĕк ан çĕлет, ăрам тăрăх утса ан çӳре. N. Ăшĕ-тулĕпех çĕнĕ. (У костюма) и верх и подкладка — новые. Кан. Сан çуртсем çунсан, укçа илетĕн, çĕнĕ тум-çурт çавăрăн. АПП. Çĕнĕ çуна, сăрлă ӳрече. N. Сăран атă çĕтĕлчĕ, çĕнĕ параççĕ пулмалла. Ст. Чек. Çĕнĕ хырăм, кив çăвар. (Говорит глава семьи, когда начинают есть новый хлеб). || Молодой. || Свежий. Шурăм-п. Уйран çĕнĕ те, тутлă çиес килет. Ib. Тырă выракансене валли така ĕнер акчах пусса, тет, аш (какан) çĕнĕ. Юрк. † Çĕнĕ çунă юрсем пит тарăн мар, чăн чăр-куççинчен кая мар. N. Çĕн улма çиме пуçларăр-и? || Вновь. Н. Карм. Унтан тата çĕнĕ чăвашла кĕнекесем те ярăсăрччĕ. N. Çĕнĕ вилекен çын, новопреставленный. N. Мункунта, çимĕкре, кĕрхи сăрара, ытти вилнĕ çынсене хывнă чухне, çĕнĕ виле çуртине ытти çуртасенчен ăрасна çутаççĕ. || Новый урожай, новый хлеб. N. Çĕнне çитсе ӳкрĕмĕр. Дожили до нового хлеба. || Новый рой. Разг. С. Мих. 23. Ку çура хуртсам çĕнĕ яркаласа-и сирĕн?

Çĕнĕ ыр

назв. киремети в Мусирме, Урмарск. р. || Назв, божества. Альш. Çĕнĕ ырсем шерепет сып. юсман. ДФФ. Çĕн ыр, назв. божества (обитало будто бы в 2 км. от дер. Перво-Степановой, Цив. р., к юго-востоку, в овраге, около леса, и считалось „добрым“, во сне будто бы являлось в виде русского барина-помещика). Орау. Çĕне ырă. Чăлах Ваççили пăхса тăракан пуçлăхĕ пулнă. (Киреметям бросали деньги; эти деньги собирал выборный Чăлах Василий; на эти деньги покупали через известный срок животное и приносили его в жертву. У каждой киремети был смотритель, сборщик брошенных денег.)

çĕнĕ уйăх

молодой (новый) месяц. Чув. пр. о пог. 158. N. Çĕнĕ уйăх, новый месяц. N. Çĕнĕ уйăх — продолжение до „уйăх тăххăри“. (Кивĕ уйăх — после полнолуния; уйăх катăлма пуçланă, уйăх кивелнĕ).

Çĕнĕ-ял

Çĕн-ял, назв. ряда селений, напр.: д. Нижне-Кодчуриной (Тури Çĕн-ял), Верхне-Кодчуриной, Н.-Адькеевского р. Татреспублики; Мало Ибряйкиной, Еремкиной, б. Хвалынск. у. и др. Юрк. † Çӳлĕ ту çинчи киремет, качăрланнă шеремет; шурă такапа чӳк тусан, самайланнă киремет. Çĕнĕ-ялсенĕн хĕрĕсем начарланнă шеремет, Кивĕ-ялăн каччисем чуп-тусан, самайланнă шеремет.

çĕнĕ кайăк

так зовут на первых порах новорожденного. Альш. Сирĕн çĕнĕ кайăк пур-им (сирĕн халĕ çуралнă ача пур-им)? Ст. Чек. Çĕнĕ кайăк, новорожденный, который еще не крещен. Ib. Пирĕн килте çĕнĕ кайăк пур: Миттюк арăмĕ паян ывăл ача çуратрĕ. Ib. Çĕнĕ кайăкăра мĕнле ят парас тетĕр? Сред. Юм. Çĕн кайăк тупнă (херарăм ача тусан калаççĕ).

çĕнĕрен-çĕнĕ

новейший. СПВВ. Çĕнĕрен çĕнĕ кĕнекесем (все новые и ковые книги). N. Çав вăхăтра Новогородран Александр патне çĕнĕрен-çĕнĕ (все новые и новые) çар пырса тăнă.

çĕнĕ-çын

молодушка, молодица. N. Унтри çĕнĕ çын илнĕ. Собр. Çĕнĕ-çын илсессĕн, чăх вилсен, аван, теççĕ. Юрк. Пĕр эрнене яхăн пурăнсан, хай Ваçук арăмĕ, çĕнĕ-çын, кăшт пăртак чирлет. || Новорожденный. СРОВ. 6. Степан çуртĕнче çĕнĕ-çын хутшăннă, ăна Константин ятлă хунă.

çăн-çын яшки

назв. свадебного обряда и обрядового кушанья. Собр. Çынсем çĕнĕ-çын курма пухăнсан, вăлсем çине яшка сирпĕтеççĕ, ăна çĕнĕ-çын яшки, теççĕ. Çынсем вара саланаççĕ.

çĕнĕ-çын шывĕ пуçлани

назв. обряда. Альш. Ирхине тăрсан, çĕнĕ-çынни питне-куçне çăват та, хĕрсеммипе çĕнĕ çын шывĕ пуçлама каяççĕ. Унта темĕн чухлĕ ача-пăча пухăнат: курма пыраççĕ. Вĕсем каяççĕ пусă кутне. Кĕвентипе витрисене пусă кутне хĕрсемми çĕклесе пырат. Пусă кутне çитсен, хĕрсемми витрисене лартат та, шыв аса-ăса парат витрепе. Çĕнĕ-çынни нимĕнсĕрех хĕвеле хирĕç тăрса (хĕвел тухăçнелле пăхса) малтан виçĕ хутчен çăкăнат: аранçĕ-аранçĕ лапчăнса илет. Унтан шыв тултарнă витрене виçе хутчен (виçĕ витре) тапа-тапа йăвантарса ярат — шыва тăкат. Унтан хĕрсемми тата икĕ витрине те шыв тултарат та, кĕвентисене çаклатса, ку çĕнĕ-çынна тыттарат. Çĕнĕ-çынни çĕкличчен, çав кĕвенти çине нухрат хурат. Вăл нухратне хĕрсемми илет хăйне. Вара çĕнĕ-çынни кĕвентепе шыва йăтат та, каллах хĕвел тухăçнелле тăкса виçĕ хутчен çăкăнат. Унтан вара каяççĕ килнелле. Шыв ăсма аяккарах каяççĕ, килти пусран ăсмаççĕ. Урамра ват çын пынине курсан, çĕнĕ-çын чарăнат та, çав çын еннелле пăхса, çекленĕ шывĕпех виçĕ хутчен çăкăнат. Тутине чĕркенĕ явлăкпа тытат-хуплат. Лешĕ ăна хирĕç чарăнат та: аслă çын пул, тет. Явлăкне ăна пĕркенчĕк пăрахсанах параççĕ, вăл вара килте те çĕнĕ хăнана-мĕне кайса киличчен çапла тытса çӳрет. Хапхаран кĕнĕ чух, унтан тата пӳрте кĕрсен, урай варрине тăрса, виçшер хут çăкăнат. Хуняшшĕпе хунямăшĕ, пӳрт урай варринче çăкăннă чух: аслă çын пул, аслă çын пул, тесе лараççĕ. Витрисене лартат та, хĕрсеммипе салма çакаççĕ. Хунямăшĕ пымас унта.

çĕнĕ-çын салми

обрядовое кушанье. Письм. Çапла çĕнĕ-çын килне таврăнать те, çĕнĕ-çын салми пĕçерет.

çĕнĕ çул

çĕнĕ çол, новый год. N. Çĕнĕ çулсем иртсен, эпĕ те çанталла пыратăп. ФТТ. Çĕнĕ çул каç тăвар çисе выртас пулать. Вара тĕлĕкре арăм пулас хĕр пĕр курка шу исе пырса ĕçтерет. Ib. Çĕрле çĕнĕ çул каç чĕпсем картине кайса чĕпĕсене тытмалла. Хĕр атана тытсан, упăшки салтак пулать, атан мар пулсан, салтак пулмасть. Ib. Çĕнĕ çул каç анкартине кайса алăпа тытмасăр пĕр çăвар тулли çапнă ыраш улăмĕ хыпас пулать. Унтан улăмне çăвартан кăлармасăр хыпнипех киле исе пырас пулать. Унта илсе пынă улăм пучаххинче минче пĕрчĕк тыррине шутлас пулать. Миçе пĕрчĕк тырă, хыпакан çын çавăн чухлĕ пурăнать. Ib. Çĕн çул каç кашта çинче ларакан чăхăсене тытаççĕ те, вĕсене тырă, кĕл, кăмрăк, шу, хăмла параççĕ. Çав панă япаласенчен чăхă хăшне сăхать, çынтан упăшка пуласси, е арăм пуласси хĕр те çавнашкал пулать: тырă сăхсан, пуян пулать, кĕл — начар, шу — эреке ĕçекен, хăмла — кутăн. Ib. Çĕн çул каçне çĕрле пуян патне пырса чӳрече патне тăрса пӳртре укçа шутланă сасса итлес пулать. Укçа чăнкăртатнă сасă илтсен, итлекенĕ каялла каймасть, пуярах парать. Ib. Çĕн çул каç пĕчченех тула тухса итлесе тăрас пулать. Пуртă сасси илтĕнсен, çав çын тепĕр çулччен вилет. Ib. Çĕн çул каç çĕрле пĕчченех ампар кĕтессине кайса тăрас пулать. Ампарта кăштăрт! тенĕ сасă илтĕнсен, итлекен çын пуять. кăтăрт! тенĕ çасă илтĕнсен — начарланать. Ib. Çĕн çул каç куç пăхмалли илес пулать, алла çурта тытас пулать, унтан виçĕ хут сăхсăхас пулать, вара санăн вилнĕ тăванусем курăнаççĕ. Ib. Çĕн çул каçне чашкăшне шу ямалла, хĕрне кашни ху пĕлекен, ху юратакан хĕр ячĕпе пĕрер хут татăкĕ çыпăçтармалла; унтан шушне (= шыв ăшне) пĕр çавăрнакан япала яраççĕ. Япала хăш тĕлле чарăнать, çавăраканне, çав тĕлте мĕн ячĕ çырнă, çавă юратать, е качча ăна илмелле пулать. Ib. Çĕн çул каç çĕрле таса юр çине выртаççĕ: тепĕр ирхине пырса пăхаççĕ. Выртнă вырăнта йăтă тĕкĕ пулсан, выртакан çын тепĕр çĕн çулччен вилет. Ib. Хĕрсем çĕн çул каçне тимĕр татăкĕпе: çăла питĕретĕп, тесе, çăл тара (= тавра) çавăрăнмалла. Упăшки пуласси вĕсене тĕлĕкре çăл уçтарма пырать. Ib. Çĕн çул каçне сурăхсем картине кайса пĕр сурăх мăйне курăспала çыхмалла. Ирхине ăна кайса пăхмалла. Сурăхĕ шух, е начар, е выйлă, е ватă, е çамрăк пулсан, упăшка е арăм пуласси те çав сурăх пекех пулать. Ib. Çĕн çул каçне, çурçĕр тĕлĕнче, сăн пăхмаллипе çутнă çурта илес пулать. Çири хĕреçе хывса пăрахас пулать. Çуртана сăн пăхмалли умĕнче тытас пулать, унтан: эй, мана упăшкам пуласси, тух! тесе, чĕнес пулать. Чĕнсен, упăшка пуласси мал пуçĕ, унтан мăйĕ, ал, кăкăрĕ курăнать. Пилĕк таран курăнсан, çуртана сӳнтерес пулать. Çӳнтермесен лешĕ: эсĕ мана ма чĕнен, тесе, хĕре çĕçĕпе чикет. Ib. Кирек мĕлле ремеслăна вĕренес тесен, çĕн çул каç çурçĕр тĕлĕнче вилнĕ çын турпасĕ çине кайса ремеслăна вĕренмехленсе ларас пулать, каялла çавăрăнса пăхма юрамасть. Кайра шуйтансем, ашшĕ-амăшĕ тăванĕ, йăмăкĕ пулса, пире хĕрхенсе каялла çавăрăнса пăх: пире вăр-хурахсем вĕлереççĕ, пулăш пушалăстă пире, тесе, йăлăнаççĕ. Каялла çавăрăнса пăхсан, шуйтансем ăна çавăнтах вĕлереççĕ. Çавăрăнса пăхмасан, ăна турă ангĕлĕ курăнса вĕренес тенĕ ремеслăна пит аван вĕрентет; унтан киле ярать. Çавнашкал çын пек вара лайăх хăй ремеслине пĕлекен никам та çук. Ib. Çĕн çул каç çур пус укçа тупма пулать. Вăл çур пуса тыр ăшне хурсан, тырă нихçан та пĕтмест, укçа хутаççине хурсан, укçа нихçан та пĕтмест. Вăл çур пуса тупас тесен, çĕн çул каç евангелие исе, хунар çутса, уя çул юпне кайса ларас пулать, евангелие вулас пулать, каялла çавăрăнса пăхас пулмасть. Кайра шуйтансем тем пек кăшкăраççĕ, çуяççĕ, йăлăнаççĕ, хăратаççĕ, тет. Анчах каялла çавăрăнса пăхас пулмасть, пĕрмай евангелие вулас пулать. Атан атсан, шуйтансем тарса пĕтеççĕ, вара евангелие вулакан патне пĕлĕт çинчен ангĕл анать те, калать: мĕн кирлĕ сана, мĕскĕн? тет, çыннăн калас пулать: эпĕ питĕ начар пурăнатăп, эпĕ турра, вăл мана пулăштăрччĕ тесе, йăлăнатăп, тес пулать. Çавăн чухне вара ангĕл çынна çур пус укçа парать, тет. Ст. Чек. Çĕн çул кун малтан килнĕ çынна минтер çине лартмасан, чăхă пусмас. N. Çĕн çулсам иртиччен тăрас пулатьчĕ сирĕн. Изамб. Т. Çĕн çул çĕрĕ (канун) арçын-ачасемпе хĕр-ачасем çĕрĕпе чупса çӳреççĕ. Ст. Чек. Çĕнĕ çул кун чи малтан килекен çынна минтер çине лартмасан, чăхă лармаст, тет. Ib. Çĕнĕ çул кун килнĕ çын ăнмасан, выльăх пымаст, тет. Юрк. Çĕнĕ çул кунĕ, на (в) новый год. Ст. Шаймурз. Çĕнĕ çул каçхине, накануне нового года.

çăнĕ-çĕр

çĕн-çĕр, новая земля. Собр. † Çĕн-çĕр урлă каçрăмăр, урпа калчи çутипе. || Место нового поселения. N. Пирĕн ялсан кăçал çĕнĕ-çĕре кайрĕç. || Назв. поля. Елаур.

çĕнĕ тырă

çĕн тырă, хлеб нового урожая. N. Кĕркунне, халăх хирти тырра-пулла пуçтарсан, çĕнĕ тырăпа тесе, килĕрен сăра тăваççĕ.

çĕнĕ хурăнташ

новые сватья. К.-Кушки. † Çĕнĕ хурăнташăр пур тесе, ан пăрахăр кивĕ хурăнташа.

çĕнĕ хăна

обычай молодых — ездить впервые в гости с золовкой к родителям молодой. Альш. Унтан ывăлĕпе кинне кĕсем çĕнĕ хăнана яраççĕ, тет. Ib. Çĕнĕ хăнана-мĕне кайса киличчен. Ib. Çав кунах каçпа е тепĕр кунне ирхине çĕнĕ кĕрӳшĕ, качча кайнă хĕрĕ, тата хĕрсемми хĕр ашшĕ-амăшĕ патне çĕнĕ хăнана каяççĕ. Вĕсем унта çĕр выртаççĕ. Вĕсем унта хĕрĕн ăратнисем патĕнче хăнана çӳреççĕ, хăнана кайнă чухне кĕсем виçĕ хăпарту кӳчченеç илсе каяççĕ — лерен пиллĕк-çиччĕ парса яраççĕ. Тата, кĕрӳ киле кĕнĕ йĕркепе тесе, пĕр сурăх парса яраççĕ.

çĕнĕ хăта

абычай, по которому родители молодой приезжают с визитом к родителям жениха и к его родне. Юрк. Пĕр авкаран вара икĕ енчи хурăнташĕсем те чĕнсе çĕнĕ хăта силлеççĕ. Изамб. Т. Хĕр енчисем, хĕр леçсе таврăннă чухне, усемпе пĕрле кĕрӳ енчисем çĕнĕ хăтана чĕнме пыраççĕ. Çĕнĕ хăта ахаль ĕçкĕ пекех пулат, анчах ăратннсем пур те кӳртеççĕ. Альш. Унтан вара тата çĕнĕ хăта пулат. Çĕнĕ хăта кӳртес, теççĕ. Çĕнĕ хăта илес, теççĕ. Вăл пĕр-пĕр ĕçкĕ-çикĕ тăвакан праçникре пулат. СТИК. Туй туса пĕтернĕ хыçĕнченех хĕр енчен ратнесем пухăнса хĕрне панă çынсем ратнисем патне хăнана çӳреççĕ, çавна çĕнĕ хăта теççĕ. КС. Кĕçĕр хĕре исе кайсассăн, ыран хĕр амăшсем (родные) каяççĕ çĕнĕ хăтана (кĕрӳшĕ патне), çавна калаççĕ: çĕнĕ хăтана кӳртнĕ, теççĕ. Кама 51. Акă сана хĕр, акă сана туй! (Еттӳçа кутĕнчен тапать). Акă сана çĕнĕ хăта! Сред. Юм. Хĕр качча кайсан виç-тват уйăхран хĕр ашшĕ ратнисĕм хĕрĕсĕм патне хăнана каяççĕ, çавна вара: çĕн-хăтана кайнă, теççĕ.

çĕнĕ хĕр

обычай — ездить к родителям молодой молодых родствеников со стороны мужа. См. çĕнĕ хăна. Ау 353. Çĕнĕ хĕрсем килнĕ иккен хăнана ĕçме те çимешкĕн.

çĕнĕм

(çĕнĕ+афф. 1-го л. м), новый. ЧП. Икĕ çĕнĕм кĕпе пур.

çĕр аван

назв. земледельческого орудия. Çĕнĕ-Мăнтăр (Вурнарск р.). Плук; ака пуç, çĕр аван — укăн пайĕсем: урапи, тимри.

çĕр памалла

назв игры. Çĕнĕ-Кипек. Çĕр памалла вылянă чухне пурте, кам выляс тет, арçын-хĕрарăмĕпех выляççĕ. Вăйи тапраначчен вылякансем пурте ĕретĕн ларса тухаççĕ. Вĕсенчен пĕри хуралĕçĕ пулать, тепĕри-çĕр параканĕ. Унтан вара çĕр параканĕ ывăçне пĕр пĕчик патак татăк илет те: çĕр парап, тесе, лараканĕсен аллисене хай чăмăртанă аллине тыттарса тухать. Çав вăхăтрах вăл хăй аллинчи патакне пĕрне тыттарса хăварать. Çĕр параканĕ çĕр панă чухне, хуралçи пит хытă пăхса тăрать те, çĕр парса пĕтерсен, çĕр камрине калать. Çĕр камрине пĕлсен, вара хуралçи халăх хушшине кĕрсе ларать те, первей çĕр паракан хуралĕç юлать. Çĕр камрине хуралçи пĕлимасан, каяллах хуралçа юлать, çĕр параканĕ кĕрсе ларать. Хăшăнче тупăннă, çав вара çĕр паракан пулать.

çĕр хапхи

земляные ворота. Альш. Унтах тата пĕр çулĕ, ялта пĕр-ик-виç хут умлă-хыçлă вут тухнă хыççăн, чăвашсем: çĕнĕ вут кăларас, тенĕ. Кивĕ çурта (на старое место деревни) кайса „çĕр хапхи“ тунă. Икĕ енчен çĕре алтса пырса, варрине тимесĕр хăварнă. Ăна хапха пек тунă та, пĕтĕм выльăх-чĕрлĕхĕ, этемми çавăнтан витĕр тухнă. Çынсем, выльă-чĕрлĕхсем тухнă чухне, çĕр хапха çинче пăшал персе тăнă. || Назв. урочища. Чув. Кулатка. Çĕр хапхи. Анкарти хыçĕнче пĕр тарăн варта пĕр лупашкана темĕшĕн „çĕр хапхи“ теççĕ. Ун витĕр турă сурăхсене, ĕнесене, лашасене хăваласа кăларнă, тет; вăл вырăна çынсем хисеплеççĕ.

çĕр каç

провести, проводить ночь. Скотолеч. 30. Пуртре çĕр каçнă шыв, вода переночевавшая в избе. Юрк. Ку çĕнĕ хăваттирте кĕçĕр çĕр каçрăм. Альш. † Йысна-çăмах Ванькка пур, ашшĕ килне тупмасăр, çĕр мунчара çĕр каçнă. N. Лашасене валли çĕр каçмалăхах (на всю ночь) çиме хатĕрлесе хутăр-и эсир?

та

(та), и, да, еt (соединительный союз). См. те, а также Оп. иссл. чув. синт. I, 243—246. Регули 1484. Мана та она пачĕç, ыттисене памарĕç. Мана та, она та пачĕç. Ф. Н. Никиф. Сум та пилĕк пус, 30 коп. (но: ик сум вунă пус, без „та“, или: ик сум вунă пус, 60 коп). Ib. Пин те çĕр тенкĕ, пин те пĕр тенкĕ. Ib. Тенкĕ çурă, 11/2 руб. Ерк. 4. Куçăм-пуçăм вут та хĕм выляса кайтăр. СТИК. Пасара карăм та.. чашкă-çпала илсе килтĕм. N. Кăшкăрса пуçтартăмăр та, киле кайма шухăш турăмăр. КС. Апла та (и так) хăтланчĕ, капла та (и этак) хăтланчĕ — пултараймарĕ. Регули 1546. Кивĕ полсан та, çĕнĕ полсан та илĕпĕр (все равно купим). Кивине (киввине) те, çĕнине (= çĕннине) те илĕпĕр. || Выражает повторение. Якейк. Пуян та пуян, терĕçĕ (все твердили, что он богат), хăйĕн виç тенкĕ окçи. Ib. Йăвана: начар та начар, терĕçĕ, халь пырса пăх-ха Йăвана мĕн манерлĕ çорт туса лартрĕ. Кушакпа автан 15. Катмар хурăнсен кăтра пуçĕсем лăстăр та лăстăр йăштăртатаççĕ. Чав. й. пур. 15. Таяпасем каланă: куртăмăр та куртăмăр, тенĕ (все, один за другим, заявляли, что видели). || Указывает на длительность действня. Букв. 1904. Çавăнтан кайран Йăвашка Энтрейĕсем аккаланă та аккаланă вара (знай себе пахалн). || Да и.. Ала 13. Эпĕ паян кунĕпе çӳресе ăвăнтăм (устала), каç та пулать, кунтах çăвăрас пулĕ манăн. Н. Карм. Нумай та калаçрăм, каçарăр мана. Толст. Хĕвел кăшт тухать те, анса та ларать (взойдет не надолго, да и закатится). || Даже. Изамб. Т. Ик-виç кун та шырарăм, лаша çинчен пĕр хыпар та илтеймерĕм. || Даже, даже и. Ст. Чек. Кушакĕ тармас та (даже и не убекает), тет. КС. Пĕр çухрăмах та çук. Нет даже и версты. Ib. Хытăраххăн та чĕнсе пăхрăм та, итлемеçт. Даже пробовал и покричать, не слушает. ТММ. Асапсăр пулла та пĕверен кăлараймастăн (с русск.). Чуратч. Ц. Эсĕ çакшăн та макăратăн-и? Уншăн пĕрте ан макăр, кил хам çумма вырт, пĕрле çывăрар. N. Аш мар, полă та памаç. СТИК. Çакна та ĕнтĕ туса хураймастăн! Даже и этого не можешь сделать. || Усиливает обобщение. Альш. Вăл шыв чăххи ытти кăвакалсем пек вĕçсех çӳремес: вăл ялан та хăмăш ăшнелле тарат. N. Манăн икĕ ывăлĕ те (или: икĕ ывăл та) салтака кайрĕç. (Но: икĕ çулĕ те Нурăса каять). Ib. Пирĕн икĕ учитĕлĕ те Хусана кайрĕç. N. Вĕсем пурте кунта. Они все здесь. N. Ун пекки кирек ăçта та пур. Такие есть всюду. || Выражает усиление и в др. случаях. N. Кил! эпĕ сана нумай шывсем çинче ларакан ытла та (очень уж) аскăн арăма сут тунине кăтартам. Ерех 3. Вăл Мускавра çамрăкранпах пĕр хапрăкаэ ĕçленĕ, ялта пĕр-икĕ çултан ытла та пурăнман. Абаш. Эс топмăн та. Ты пожалуй и не найдешь. Шăна чир. сар. 12. Хăш Йышши шăна талăкра аллă хут та ытла сысать. М. Яуши. Эсĕ мана темиçе хут та улталарăн. Бгтр. † Ку инке усал пулсан, çичĕ çулсăр та килес çук. Шел. II. 64. Миçе юрă кунта? тесен: икĕ çĕр юрă та ытла.. терĕ. N. Вăхăт нумай иртрĕ, уйăх та ытла сантан писме илменни (уже больше месяца, как я не получал от тебя писем). Кан. Ял совечĕ кăçал çу-каçа та (за все лето ни разу) Кăмакал ялĕнче халăх пухăвĕ туса иртермен. Орау. Мĕн çур сахач (= сахачĕ), сахат та ытла иртрĕ пуль ĕнт! Какие полчаса, наверное, уже больше часа прошла! Альш. Кĕтӳçĕсем ялан та (повтоянно) тутар ачисем хăйсен. Ib. Пĕр-иккĕшĕ (сăвăрсем) ялан та ту çинче çын килнине сыхласа лараççĕ. Ib. Пĕр вунă-вун-пилĕк çухрăм хутлăхĕ çӳлĕ ту килет ялан та. Ib. Малта таçта çитиччен ялан та анаталла каймалла. Баран. 122. Ватă йывăçăн варри ялан та çĕре пуçлать. Ала 5. Вăл каларĕ, тет: эпĕ мар паттăр, тесе, вăт паттăр та паттăр, халь тухнă, тет, Иван Суволов паттăр. || Усиливает отрицание. N. Пĕр конта ояр кон çок. Нет ни одного ведряного (ясного) дня. Регули 1428. Вăл пире пĕр татăк та çăккăр паман. N. Эпĕ улахран пĕр каç та юлман. || N. Вăл кӳлĕ пит çутă, çавăнпа та (поэтому то.. и) ăна Çутă-кӳлĕ тенĕ. К.-Кушки. Вăл ăна вĕлернĕ те. Он-то его и убил. || Так как. Абыз. Кликка каларĕ, тит: вăрларăм; ху каларăн та вăрлама. N. Унта çул çук, карти çумнех юр çуса тултарнă та. Там нет дороги, так как там нанесло снегу к самому забору. || Правда, что.. но (уступление). N. Çанталăкĕ сиввине сивех мар та.. Правда, что сегодня не холодно (и потому нет нужды, напр., топить печь). || Изамб. Т. Упăшки те наян та, арăмĕ тата ытларах. И муж-то ленив, но жена еще ленивее. Кратк. расск. 12. Иосиф вăл хăй кирек мĕнле пултăр та, çапах та пирĕн тăван-çке вăл. || Но, а, да (противительный союз). N. Чавса çывăх та, çыртма çук. (Послов.) СТИК. Çакна туса хумаллаччĕ те, пулмарĕ. || Хотя.. но. КС. Вуламан пулсан та (хотя и не читал), эпĕ çапах (всё-таки) пĕлетĕп. Ib. 1509. Эпĕр каламасан та, вăл пĕлĕ. Хотя мы и не скажем, но он узнает! Баран. 123. Намăс та пулсан, (хотя и стыдно сознаться, но..), пирĕн хушăра ун пек çын нумай. || Иногда при употреблении этого союза речь кажется оборванной, при чем как бы остается невысказанным какое-то воэражение или ограничение. N. Укçу пур-и ара? — Укçи пур та.. А есть ли у тебя деньги? — Деньги-то есть. N. Çаплине çапла та.. Так-то оно так.. (оно верно-то верно.,.). Якейк. Манасси манман та (забыть-то не забыл).. каласси каламан та. корасси корман та.. тарасси тарас çок та.. вăрçасси вăрçас çок та. Альш. Тарçи калат: мĕн, пачăшкă, вăрçатнам? тет. Пупĕ: вăрçасса вăрçмастăп та, ахаль калап, тенĕ. КС. Аплине апла та, ыйтмасăр та илме юрамаçть çав. Так-то так, но дело в том, что и без спросу брать не годится. || Иногда присоединяет следствие. N. Антон уксак та, хытă утимас. Регули 401. Эп çавăн чох пырса та онта, эп пĕлетĕп вăл вырăна. || Просто, прямо. Шурăм-п. Чăваш хăй куçне те ĕненмест. Унăн шухăшĕпе ку улпут ухмах та. Якейк. || С деепричастием на „сан“, „сен“ иногда соответствует русскому может быть. Якейк. Кайсан та кайăп. Может быть и пойду. Ib. Парсан та парăп. Может быть и дам. || Уж и.. N. Нумаях та тăмасть, урамăн хăрах хĕрне çаратса та тухать. В. С. Разум. КЧП. Кунта ларсассăн, каç та пулса кайĕ, манăн киле каймалла. КС. Туса хутăн та-и? Ты уж и сделал? N. Чĕнтĕм анчах, чопса та çитрĕ: ах ĕçесси килет ӳке! (вероятно, ему хочется пить). Ал. цв. 10. Çапла жалать те, хĕрлĕ чечеке татса та илет. Чуратч. Ц. Пăртак ĕçнĕ-и, ĕçмен-и, куна усал сухалĕнчен ярса та илчĕ (уж я схватил), тет. || Выражает неожиданность. М.-Чолл. Ир тăрсан, пăхать, вунă улма çук та (а десяти яблоков уж и нет), тет. || Именно. Якейк. Чĕре ыратнăран та тохтăра кайнă, ахаль кам каять-ке? (Гов. с недовольством). || Соответствует русскому „а“. N. Самай та юлашкинчен пит нумай (пĕр виçĕ пин ытла) пĕр хуçаран илсе таврăннă. Завражн. Поп патне карăм та, попĕ çок та тăта (еще). || В отрицании — даже и не, и не. Ск. и пред. чув. 50. Ан та шухăшлăр шăннă ĕç çинчен! Янтик. † Пир(ĕ)н Тимеше пырсассăн, çĕр тенкĕсĕр ан та пыр (т. е. не имея сотни рублей, чтобы уплатить за невесту). N. Çавна валлиех сăкманлăх илейĕн-е (купишь ли на кафтан); укçа сахал пулсан, ан та ил. Конст. чăв. Тинĕс хĕрне çитсен, нумаях та тăмарăмăр, пароход çине кĕрсе лартăмăр. || В выражениях удивления — ну и.. Толст. Ăслă та-çке сан пуçă, ăстарик! N. Макарăн та чăмăрĕ пысăк-çке, ача! Альш. Аван та юрлаттаратьчĕ вăл ачасене. || В песнях иногда имеет неопределенное значение. Н. Карм. † Пĕчĕк кăна лаша — турă лаша, Белебейрен йăвăр та тиярăм; ах аттеçĕм, тетĕп, ах аннеçĕмI пĕлеймерĕм — йăвăр та каларăм. || В произведениях И. Н. Юркина как индивидуальная особенность встречается в главных предложениях, которыми вводятся в диалогах собственные слова второго из собеседников. Юрк. Мĕншĕн? тет ку та, хăне апла каланăран, ăнланаймасăр.

таянчăк тыттарни

назв. свадебного обряда. Ильм. (Çĕнĕ-çын) çуна çинчен ансан, каччинĕн хурăнташĕ картаран пĕр лаша тытса пырат та, каччине йĕвентен сăкман аркипе тыттарат. Каччи вара виçĕ хутчен хĕвел тухăçĕ енелле пăхса сăхсăхат те, лашине çуна йăри-тавра виççĕ çавăрат. Çапла тыттарнине таянчăк тыттарни теççĕ. N. Килне çитсен, карташне кĕрсен, пусма умне чарăнаççĕ хĕр кӳммисем. Кунта лаша илсе килеççĕ, çураçнă чухне асăннине. Кăна таянчăк тыттараççĕ, теççĕ. Таянчăка çав лашанăн чĕлпĕрне çĕн-çынпа кĕрӳ пĕрне пĕри чĕлпĕре халат аркипе параççĕ те, юлашкинчен лаши çине ывăтса яраççĕ. См. Магн. М. 204.

таврала

тавралла, вокруг, кругом. Ст. Яха-к. Вĕсем çав çăкăр хыттине йĕп тăрăнче суллантариччен, çăкăр хыттине тута таврала тем каласа çавăраççĕ. N. Çак çын ĕнтĕ çак купăста пахчи тавралла пăхкаласа çӳре пуçларĕ, тет. Хурамал. Ăна эс ак çапла ту: пĕр çĕре пит пысăк çурт тутар, ун тавралла тип вутă купалаттар. Ib. Вара хуçипе лашине илекен те тавралла чупса каяççĕ. N. Тавралла пăхкаласа, пăшăлтатса, кулкаласа тăраççĕ. Çĕнĕ-Кипек. Ыйттисем пурте, алран ал тытăнса, тавралла карталанса тăраççĕ. Ib. Унтан вара тавралла вырăнаçса тăраççĕ. Орау. Хĕвел тавраллах карталанчĕ (в кругу), çăмăр парать пуль. Ib. Пурне тавралла касса çавăрчĕç те, пуç чашăккине кăларса илчĕç.

тавраш

(-аш), окружье, окруженье. N. Пĕтĕм тута-сăмса тавраш (область рта и носа) питĕ ирĕлсе карĕ-ха — тӳрленмест. Собр. Уйăх таврашĕ карталансан (если месяц в кругу), йĕпе пулать, теççĕ. Б. Яныши. Çак кĕпер таврашне, çĕртме çинче утсене çитарма ялан курăк çитĕнтереттĕмĕрччĕ. О сохр. здор. Кровате (чит. кравата) тата алăк патне, чӳрече таврашне (около окон) лартма юрамасть. || Окружность. Ск. и пред. чув. 34. Карталанса йĕри-тавра тăнă ташă вырăнĕ, вунă чалăш таврашĕ. || (Приблизительное) время. Альш Миххайла праçникĕ таврашĕнче (около Михайлова дня) юр ӳкет, ӳкнĕ çул (в иной год). || Отношение. N. Наянлăхăмпа çыру яраймасăр тăратăп, тетĕн, вăл тавраша (в этом отношенни) эпĕ хам та çавах, анчах савнă çыннăмран çыру вăл-ку илсен, кирек хăçан та хирĕç часрах çырсă яма тăрăшатăп. || Относящееся до.. Изванк. Пирĕн ялта мур таврашне пĕлекен пĕр Микул карчăк анчах. || То, что относится к известному роду предметов. Юрк. Эрех таврашне пăхса тăма хăйсене уйрăм пысăк тӳресем тытса тăрат. Кама 7. Васса (пуçне пăркаласа). Е-е-е-х! ăс тавраш санăн. Хăнаран укçа ыйтаççĕ-и? Кам вĕрентрĕ сана. Тьфу, йытă пичĕ! N. Кунта япала таврашĕ питĕ хаклă. Баран. 44. Ялта лăпах пулнă, хăйă çути тавраш нимĕн те пулман. N. Выльăхăн ăс тавраш çук, вăл ăçта каяс килнĕ, çавăнта каять. Кан. Пуш урапанах: таврашсене çĕмĕрĕ (лошадь), тесе, калла турттарса килтĕм. ППТ. Çĕрен хуллин таврашин çӳп-çапне (сор от прутьев, обломки) прахтармаççĕ (не позволяют бросать). N. Пахăр-кĕмĕл тавраш(ĕ), çурт-хуралтă тавраш(ĕ). Менча Ч. Вĕсем акана тухаччен малтан ака таврашсене, суха таврашсене, сӳре таврашсене хатĕрлеççĕ. N. Çав вăра таврашĕ мар-и (это не вор-ли какой-нибудь) мĕн пĕшкĕнсе (нагнувшись) пырать вал пирĕн хыçран? Юрк. Начальник таврашĕ вăл тĕлтен сана аса та илме пĕлмест. О сохр. здор. Улпут таврашĕнче нихçан та сăпка кураймăр эсир. Юрк. Сирĕн вара ку çулта ĕне тавраш çук-и мĕн? Разве нынче у вас коров нет? Ib. Пирĕн чăвашăй йĕрĕх таврашĕнче пукане пек япала таврашĕ çук (никаких идолов не бывает). ППТ. Масар çинче кĕлĕ таврашĕ-мĕнĕ тумаççĕ (никаких молений не совершают). Сборн. по мед. Лаша-выльăх таврашĕнчен: ут-выльăха çамрăк чухне чипер пăхас пулать, тетпĕр. Халапсем. Эпĕ халап таврашне пĕртте пĕлместĕп. Я, вообще, совсем не знаю сказок. Баран. 29. Тăван хĕрĕ пек курса, ун валли тавраш хатĕрленĕ. Ib. 162. Пуринчен ытла лаша таврашне çӳререх параççĕ (калмыки). || Принадлежности, приспособления. О сохр. здор. Çавăнпа ача кипкисене, унăн çăтарне, тата ытти таврашĕсене те тасарах тытма тăрăшăр. СПВВ. Тавраш нуммай кирлĕ. Нужно много разных вещей, приспособлений, одежды и пр. (Так понимают в Сред. Юм.). ЧП. Атте салат пачĕ те, анне тавраш пачĕ те. Ходар. Сăрине (для „тайăн сăра“) тунă чухне таврашсене пит тирпейлĕ тыткалаççĕ (наблюдают за чистотой посуды и принадлежностей, которыми пользуются при варке пива). || Одежда (в некоторых выражениях). О сохр. здор. Хамăр тавраша ялан таса тытас пулать. Болезни. Тепĕр çĕрте хĕретнĕ-кăвакартнă таврашпа çӳреççĕ. Букв. Таврашна тасарах тытса усра. Будь опрятен. Янш.-Норв. Епле унăн (девушки) таврашĕсем чечен. Ib. Пасар таврашĕ те унăн питĕ нумай (у девушки, которую думают взять замуж). Орау. Хĕрарăм таврашĕ. Сред. Юм. Хĕрарăмăн кĕпе-йĕм (белье) нăмай пôлсан: тавраш нăмай, теççĕ. Алик. † Çын таврашпе килмен, хам таврашпа хам килтĕм, атийăк та апайăн. (Из песни туй арĕм). || Наряды. Собр. Хĕрĕ (невеста), пасар çитсен, пасара кайса, таврашсем илет. Бур. † Ай-хай, хамăр тантăшсем, кĕмĕллĕ иккен таврашсем. || Приданое (добро). N. Пĕр таврашĕшĕн илни анчах пулчĕ, хăй нимĕн тĕшне те тăмаçть (про жену). Чураль-к. † Ах кинçĕм, Пăраски, час тапранса часах тух; час тапранса тухмасан, хăвăн (= хăйĕн) таврашпе тухмаçть, тет, хăвăн таврашпе тухсассăн, час тапранса тухать, тет. (Свад. п.). || Добро, имущество. Иванова. Çак пушарта нумай тавраш, пĕр хĕр-ача çуннă. Истор. Ытти хаклă йышши таврашсем те нумай парса янă. Изамб. Т. Пуяннисем таврашне (япалине) кура хаклăрах тӳлеççĕ. || Сбруя. N. Урапасем ӳпне çавăрăнса каяççĕ, таварсем пылчăк çинче таптанаççĕ, лашисем ĕрĕхсе, таврашсене таткаласа çӳреççĕ. Ёрдово. Лаша таврашсем вăлсен питĕ япăх, таврашсене пĕртте юсамаççĕ. Лашине хытă кӳлсен: тавраш ванать, теççĕ. Чураль-к. † Ачи шухă, ан тийĕр, ати тавраш шуç тавраш; çав шуç тавраш пĕтмесĕр, пирĕн шухă пĕтес çук. Актай. † Шупашкар хуçи аттим пӳр, шуç таврашсăр тухас çук. Н. Байгул. † Йăлтăр-йăлтăр йĕс тавраш, çутатмасан килĕшмест. || Органы. N. Вал кăшт çех вырăнтан сикме пултарать, хăйĕн пур таврашĕсене те пĕтернĕ, вăл сывламасть те, унăн юн тымарĕсем те çук, çăварĕ те, хырăмĕ те, пыршисем те, хыçалти шăтăкĕсем те çук. || Материал. N. Машиная шухăшласа кăлараканни çавна тума хăй таврашĕпе те çĕр тенкĕ анчах илнĕ. Ал. цв. 20. Çулçăсем, туратсем, чечексем карнă, ылттăи-кĕмĕл ука таврашпа витнĕ хăй юратнă сакă çине ларать. || Род, фамилия. Орау. Çав Кăрнин усрав ывăлĕнчен Ситемен тавраше пуçланса кайнă. Альш. Мăрса йăхĕсем каяççĕ куçса Пӳркелне. Пӳркелĕнче халĕ те пур, Мăрса тавраш, теççĕ. КАЯ. Апрам таврашĕ (пирĕн йăх ячĕ). N. Кам таврашĕ эсĕ? Ты из какого рода (или: фамилии)? N. Тăраль (трал’) тавраш (-аш). Орау. Урлав таврашĕ питĕ ĕрчĕхлĕ ăру вăл. Орау. Вăсен таврашĕнче путлĕ этем пур-им? || Нечто подобное, такое. Дик. леб. 40. Вăл ун пек тавраша унччен нихăçан та курман. N. Нумайĕшĕ çĕнĕрен законсем кăларасшăн пулчĕç. Нумайĕшĕ вăл тавраша кĕтмен, вĕсемшĕн вăл ĕç сисмен çĕртен пулчĕ. СТИК. Пирĕн вăл тавраш мĕн çук? У нас ничего подобного нет. (Возражает, почти что обидевшись, на вопрос: сирĕн им-çам пур темерĕç-и, парăрччĕ, пулсан). || Культ. ЧС. Ку киремет таврашне ан тăвăр. Не совершайте этих идольских обрядов. || Альш. Хирти Кушкă таврашĕ, çĕнĕ Мертлĕ таврашĕ акат вăл анасене: çавсен çĕрĕ, тет вăл. || Обстоятельство (грамм. термин, неолог.). || В смысле послелога. N. Атăл таврашĕнче ун пек хула нуммай. В Поволжье таких городов много. Ib. Хула (ял) таврашĕнче (около города, деревни); çăварни таврашĕнче (около масляницы). N. Пукрав таврашне те таврăнайăп-ха эпĕ. Неизвестно, вернусь ли еще я к Покрову. N. Мункун таврашнелле те тавăрнайăпăр, тем. Неизвестно, воротимся ли мы к пасхе.

таврăна

перевернутый. ЧП. Хура таврăна çĕлĕк. || То же, что тавăрна. СТИК. Çĕнĕ хăта хыççăн арçын енчен ратнесем пухăнса хĕр ратнисем патне çӳреççĕ. Кăна тавăрна теççĕ. М. Тиуши. Хĕрсем качча кайсан, ашшĕсем патне сăрапа пыраççĕ, пирĕн ăна: таврăна каяс, теççĕ; ун чухне хĕрĕ килти ашшĕсене те, лере хăй качча кайнă кил-йышсене те парне парат. Пирĕн таврăна хĕлле каяççĕ, таврăна е вуниккĕн, е тăххăрăн, е çиччĕн каяççĕ.

така чӳкĕ

принесение в жертву барана. Менча Ч. Така чӳкне вĕсем ак епле чӳклеççĕ. Çуркунне пуранланă путексем ӳссе çитсе, аш тути кĕрсессĕн: çĕнĕ ашпа чӳк тăвас, теççĕ. Çĕнĕ ашпа чӳк тумасассăн, аш-пăш перекетсĕр, тутăсăр, техĕмсĕр пулат, теççĕ. Ст. Чек. Така пуснă чухне такана шывпа сапатьчĕç: чӳк çырлах! тесе. Така силленсен: çырлахтăр, тетчĕç виçĕ хут. Силленсен вара, турра юрăхлă пулат, вырнаçат, çырлахат. Силленмесен вара, вырнаçмас, çĕнĕрен сапаççĕ, çавнах калаççĕ. N. Така чӳк тунă çĕре те каяттăмăр.

така хуранĕ

котел для варки похлебки из баргнины. Орау. Така хуранпе така пуссан шӳрпе (така шӳрпи) пĕçереççĕ. || Çĕнĕ-Кипек. Çĕре пĕр пĕчик патака: така-хурань, тесе, çапса кӳртеççĕ те, шăлпа туртса кăларма хушаççĕ.

такăнчăк

спотыкливый. N. Мĕнле такăнчăк лаша вăл. || Спотычка. || В переню см. Виçĕ пус. З8. Тата çĕнĕ йĕрке тунă чухне çакнашкал такăнчăк пулма пултарать.

такмак

кожанный мешок для калачей и пирогов. ЩС. Такмакпа кучченеç исе каяççĕ. СПВВ. ФН. Такмакпа çĕнĕ-çынсем амăшсем патне кучченеç чиксе каяççĕ. СПВВ. ФН. Такмак — сăран хутаç; ăна юри кучченеç чикме сăрантан çĕлесе тăваççĕ; унпа хурăнташсем патне кучченеçсем леçеççĕ. СПВВ. КМ. Такмак — кучченеç хутаççи. СПВВ. ТА. Такмак — сăранран кучченеç чиксе каймалли тăваççĕ. Ст. Чек. Туй ют яла кайнă чухне, чикре туй чарăнса, çăккăр, тăварсем, чăкăтсем çиет, ăна хуракан сăран хутаççа такмак теççĕ. Такмак икĕ хутаçлă пулат: пĕр хутаçĕ умра, пĕр хутаçĕ хыçра çӳрет, çаккине хулпуççи урлă яраççĕ. Ib. Мăн-кĕрӳ такмака çухатсан, такмака е ют туй çынни вăрлат, е хăйсен туй çынниех, е çур читвĕрт (водки), е читвĕрт лартат. НАК. Кĕрӳ хыççĕн кӳме çинчен мăн-кĕрӳ икĕ такмак кучченеçпе анать (по приезде в дом невесты). Етрух. Пĕри унта такмакпа çăмарта пуçтарса çӳрет. (Сĕрен). Т. II. Загадки. Кăмакара хытă такмак çакăнçа тăрать. (Чĕре). Чураль-к. Сакайĕнче сар такмак çакăнса тăрĕ. (Пичкепе сăра, по другой отгадке — чĕре, т. е. сердце). || Употребляется и для других надобностей. Чураль-к. † Такмак çурă вĕт тĕнкĕ, халь кӳртем те, халь шутлам, мана апи ятлас çук. Латыш. Ачана хырăмĕ пысăкран такмак ăшне виç хут чиксе кăларать. || N. † Ах, тантăш, хĕр кортăм, такмак котлă хĕр кортăм, тапас килсех карĕ-çке (так и захотелось дать эй пинка). N. Такмак котлă хĕрсене тапас килсе вĕлерет.

танпаш

неизв. сл. Бугульм. Е, тав сана, танпаш (scr. танбаш), çĕнĕ хăта хурăнташ! пике чура юлташ! (Речь дружки на свадьбе). Описка вм. танташ?

тап

(тап), пинать, толкать, дать пинка. С. Дув. † Тапăр-ярăр Сĕве пăрсене, туртăр-илĕр турă çырнине. ЧП. Тапса ярăр Атăл пăрсене. Б. Яуши. Ача, çӳçрен турта-турта, тапа-тапа, аран вăратрĕ, тет, хуçисене. Завражн. Пĕрре тапса сиктерем кона! Ib. Котăнтан тапса сиктерем! (Угроза). Ib. † Ампар алăк ма хора? Хĕветĕр тапса хоратнă. Чураль-к. † Ай пусăк пичи, алăкран аллă тапрăм, тĕнĕрен тăххăр тапрăм, лăпăрлă карчăк çите килет; çӳхеме те çиса ячĕ, такмакама та çиса ячĕ, хама та çиса ярать. Сĕт-к. Урамри каская тапса йăвантарияс çок (пинком с места не скатишь). Ib. Вăл осал йăтта тапса йăвантарса ямалла анчах (оттолкнуть ногой)! Сред. Юм. Котран тапса сиктерĕп! Пну в зад! N. † Кăмака çине вуртнă та (она легла), тараккан тапса вĕлерчĕ (мою жену). ГТТ. Тата тапса илчĕ. Пнул несколько раз. Çĕнтерчĕ 51. Тапса сиктерес килет. Янтик. † Туя начар тумашкăн, пирĕн аппа начар мар: тапсан, тăва çĕмĕрес пек. || Лягать. N. Лаши вĕсен тапаканскер (лягливая) пулнă мĕн. || Карабкаться, подниматься? ЧП. Тапма илтĕм тăваякки, çума илтĕм шурă чăлха. || Отталкиваться, приседая (во время катания на качели). Ск. и пред. чув. 31. Ярăнакан маттур хытăран хытă тапса ярăнать, çăка чĕтренет. || Бить (копытом). N. Унпа çула (на ней, в дорогу) тухсассăн, тапса-тапса вăл туртат (лошадь). Альш. † Пичче йăмăк (мдадшею сестрою брата) пуличчен, пичеври даша (пристяжная лошадь) пулас мĕн, тапса туртса çӳрес мĕн. Ой-к. Вара хай лаша тапрĕ-сикрĕ, тапрĕ-сикрĕ, тет те, вите алăкне çĕмĕрсе тухрĕ, тет те, часрах чупса, Иван патне чупса çитрĕ, тет. Н. Карм. † Çӳлĕ кăна тусем, ай, çийĕнче тапса çиет касак (исконно-чувашск. хусах), ай, лашисем. || Отдавать (о ружье). СТИК. Пăшална пере пĕлмесĕр, янаххăна çĕмĕрттерĕн! Ăна иккен хул çумне терĕнтерсе пемелле, эпĕ хулран аякка алă вĕççĕн тытса тăрап, Персе ярсан, çав тапрĕ те, чут кайса ӳкеттĕм. || Бить (о ловчей птице). Елбулак. † Тапрĕ-карĕ шурă аккăш чĕппине. Синерь. Ăмăрт-кайăк анса тапрĕ те, чул саланса кайрĕ, тет. КС. Хĕрен (ястреб) чăхха тапса вĕлернĕ (зашиб). || Бить (шерсть). ЧП. Çăм тапакан мăкшăсем. || Биться (о сердце, пульсе). N. Унăн чĕри пĕртте тапмасть, вăл ĕлĕкхи суранĕсем ыратнине туймасть. Пшкрт. Манăн чĕре хыттăн тапат (таβат). N. Тымар тапать (бьет). N. Чĕре тапать. Т. IV. Алă тымарĕ тапма чарăнсан, çын вара вилет, тĕççĕ. || Падать (о подставке скрипки). Нюш-к. Купăс кĕсри тапать. Подставка у скрипки (если ее косо подставить) падает. То же выражение и в Сред. Юм. || Удариться (т. е. направиться куда). Кан. Хламăв та, кайăкла, сивĕрен ăш енелле тапать. Сред. Юм. Тăвалла тапаççĕ = тăвалла каяççĕ. Ib. Паян тура (на горе) вăйă тохнă тем, ачапчасĕм пĕтĕмпе тăвалла тапрĕç. Ib. Паян ачапчасĕм порте анаталла тапаççĕ (= анаталла каяççĕ). N. Эпир, уна курсан, килелле тапса анчах сикрĕмĕр (ударились бежать). Янгильд. Манăн йолташ Артеми, пăрçана, хăмăлĕпе татса, ачасам сасă илтĕннĕ енелле тапса сикрĕ. Янгльд. Эпир пăртак анчах çитменччĕ, мулкачă çури тапса, сиксе тухса карĕ (выскочил резким прыжком и побежал). Собр. † Ямшăк лаши янт лаша. Ларса тухам, терĕм те, тапрăç-сикрĕç (бросились), мĕн тăвас! || Отгонять. КС. Кайăксам хурчкана тапаççĕ (гонят). Ib. Шăнкăрч йăви патне кушак пырсан, вăл кушака тапать (гонит криком и норовит ударить ее). КС. Крик мĕлле кайăк та, хурчка чĕпписем патне çывхарсан, тапать (отгоняет, старается отогнать). || Щелкать пальцем. Изамб. Т. Çанкаран тапмалла выляр! Давай играть в щелчки. Ib. Хурипе хурине, шуррипе шуррине тапаççĕ (в игре). Ib. Кам кама миçе шакă ытлашши парать, ул уна çанкаран çавăн чухлĕ тапат. || Производить давление, толкать. Эпир çур. çĕршыв З4. Пăспа тапса машшин чавсисем пăрахут урапине çавăраççĕ. Кан. Итталире тинĕс хĕрринче ларакан хими савăчĕн труписем тапса çурăлса кайнă. || Набивать. Янш.-Норв. Таврашне (приданное имущество девушки) тата икĕ çӳпçе тапса (битком) тултарнă (наполнены. В др. гов. посса). || Отбивать такт (во время игры на музыке). АПП. Вăрăм чăрăш тăрринче тапса калать хут-купăс. Аскульск. † Тапарах та сикерех, уратине хуçарах; эпир тепĕре киличчен, çĕн(ĕ) урата хурайĕç. N. Тапса пырать. || Плясать с притоптыванием. Алших. † Тумĕç, терĕç, хĕр сăри, турăмăр та тапрăмăр. || Ударять. Ст. Шаймурз. Ача çĕнĕ çыннăн сăмсине пырса тапат та, çĕнĕ çыннăн сăмси шыçса кайса кăкăрне çитет. || Кидаться (в нос). N. Ăçта ан пыр, пур çĕрте те тутлă шăршă калама çук тапать. || То же о газе в шипучих напитках. Альш. Памарски квас ĕçрĕмĕр те, сăмсаран тапат. || Хлынуть, хлестать. Ёрдово. Çырма-çĕрмесенчен шыв тапса анать. Яноре. Килнĕ чухне пăр çинче туçса ӳкрĕ те, сăмсинчен юн тапма пуçларĕ. N. Йон тапать. О сохр. здор. Ăшран юн тапать. N. Паян питĕ вăйла шу тапса анчĕ. N. Йĕркесĕрсенĕн пурлăхĕ пĕр тапхăра тапса анна шыв пек пĕтсе ларать. КС. Сăмсаран юн тапать (хлыщет кровь). Тюрл. Сăмсаран юн тапнипе аптрать. Страдает кровотечением из носа. N. Хăвăн халăхна инкек-синкексенчен, хирĕç тапса килекен хумсенчен хăтар. || Разливаться, выбивать. ТММ. Çырма тапат, река разливается, выбивает. N. Вунă кун вăрçсан, шыв тапса тухрĕ. Альш. Шуртан, лачакаран тапса, яла пĕтĕмпе шыв кĕрет. Ст. Чек. Тан тапат (пăр çине шыв тапса тухат, вара хутлă-хутлă пар шăнат). N. (Шыв) пӳлĕнсе (вар. тапса) хӳме пек пулса тăнă. || В перен. см. о толпе. N. Нумай халăх пĕрле тапса килчĕ, тетĕн.

тарай

(тараj), шёлк. Козлов. р. Тарай тутри, шелковый платок. N. † Шерпетпе питне çăваççĕ-çке, тарай тутăрпа пусса шăлаççĕ. N. Тарай тутăр мăйĕнче (у него на шее). Ст. Шаймурз. Ик ылттăн пек куçăма шăла-шăла, ик тарай тутăр пĕтертĕм. Юрк. † Вĕр-çĕнĕрен кĕрĕк туллатрăм, сарă тарайран, çӳхе пуставран. Собр. † Çĕнĕ кĕрĕкĕм пыр-çыххине хутăм вутла çунантарайран. Бюрг. † Ылттăнах та сăпка, йĕс пĕкече, тарай пусма çиттисем çинче. || Кумач? Альш. Кĕпи умĕсенче çухисем çумне тăваткăл хĕрлĕ тарай татки (хăмаç татки) çĕле-çĕле янăччĕ те вĕсем. || Платок, который невеста дарит после сговора свекру и свекрови. Алешк. Тарай — хĕр çураçсан чăн малтан паракан тутăр (парне), хунешшĕпе хунемĕшĕ хĕреслесе çакса тавăрăнаççĕ. N. Тарай, местами — ситец, ситцевый лоскут.

тарне

то же, что тарна, назв. обряда. Тюрл. Тарна, „подарок родителям от дочери и зятя во время „çĕнĕ хто“; дает подарки и для живых и мертвых его семейных“.

тач

(тач’), подр. шлепающему звуку при падении. Якейк. Йăвăç тăрĕнчен тач персе антăм (шлепнулся). Ib. Уяр, уяр! Уяр полас полсан, вĕçсе кай, çăмăр полас полсан, тачах ӳк (упади сразу; так гов. божьей коровке). || Плотно. Сред. Юм. Тач çыпăçтарса лартнă (прикреплено плотно). Ib. Пит тач çыпăçтарнă. Очень плотно сделал, приклеил. N. Çĕнĕ çул каçĕ чăхсем тач пурте пĕр май ларсан, çав çул тырă лайăх та, пĕр май та, сĕрĕмсĕр(?), теççĕ. Хăр. Паль. 36. Турат çинче, пĕр-пĕрин çумне тач çыпçăнса, пыл-хурчĕсем лараççĕ. СПВВ. Тач тăр (плотно). || Близкий. СПВВ. Тач хурăнташ. Сред. Юм. Тач хôнташ, тач ратне, близкие родственники. См. тачă. || В качестве усилительной частицы, в смысле очень. Ерк. 139. Авкаланса, пуççапса, алă парса çаврăнать, ашшĕн тач тусĕсене тĕнче пек ыр сунать. N. Эсĕ тем пек хĕрхенсе пире тач çывăх пулнă.

тачăка

тачка, сырой, недовареный. СПВВ. ИФ. Тачăка — лайăх пĕçермен çимĕç, чуста пекех пулат. || С закалом (о печеном хлебе). Изамб. Т. Тачăка (çăкăр). Ст. Чек. Тачăка çăккăр (сырой хлеб). Собр. Тачка çăккăр виç кунлăх, усал арăм ĕмĕрлĕх, теççĕ. || О полной луне. N. Çĕнĕ ойăх тачка полсан (жирна, с венцом), йĕпе полать. || В перен. см. N. Санăн чĕлхе тачкарах? || Без костей (мясо). Ст. Чек. Тачăка аш. КС. Хăй тачкине илчĕ те, мана шăннине анчах парать. Себе одно мясо взял, а мне кости дает. N. Ун тачăка ашлă пайĕсем пĕр чĕтĕренмесĕр хытă çыпăçса тăраççĕ. Мясистые части его тела сплочены между собою твердо, не дрогнут. Шибач. Тачка аш = шăмăсăр. М. Тачăка пĕç витĕр пульă тухса карĕ. || Сырой (о земле), Ст. Чек. Тачăка çĕр. КС. Тачка çĕр, слишком сырая земля, неудобная для пахания (весною). Ib. Унта çĕр ытла тачка, тырă час-часах шыва каять (заливает водою). Сред. Юм. Соха тачка, земля, которую пашут, очень сырая, так что пристает к сошникам. || Толстый, жирный (о человеке). Хорачка. Тачка çын. || Плотный. Начерт. 163.

ташла

(-ла), плясать. N. Ах, аван та ташлаççĕ! Ах, аван та ташлаççĕ! Ах, как хорошо пляшут. В. С. Разум. КЧП. † Ялти яшă каччăсем ташла-ташла çӳреççĕ. Альш. Епле шăпăр каланипех вăл тери ташлатăн (возможно ли так плясать от одной игры на шăпăр), ирĕксĕр ташлаттармаççĕ вĕт никама та, тесе калат, тет, ку. Ib. Ку пĕчĕкçĕ хĕрсене капла та çитнĕ ĕнтĕ чис (и так достаточно угощения)! Савăннипе пĕр икĕ кун ташламаллăх пур. N. Ташламалла-палламалла. Изванк. Апат çисе тăрансан, пурте шăпăрпа, парапанпа пит хытă ăвăначченех ташларĕç. Ходар. Çапла вара пурте ĕречĕпе ташласа тухаççĕ (пляшут все по порядку). ППТ. Эх! Атьăр, часрах, пуçлатра? Манăн пит ташлас килет. || О движениях птицы хирхи (в воздухе). N. Хирхи пĕр вырăнта ташласа тăрать. || О журавле. Чув. пр. о пог. 2ЗЗ. Тăрна ташласассăн, ăшăтать. Если журавль пляшет — потеплеет. || Топтаться на месте (о сытых и бойких лошадях). Кан. Кил-карти тулли утсем шăнкăравсемпе ташласа çеç тăраççĕ. Якейк. Лаша пĕр вырăнта ташласа анчах тарать (= тапăртатса тăрать). Шарбаш. Ут (лошадь) ташлать. N. Витере тăракан лаши ташласа кăна (в Сред. Юм. ташласа çиç) тăрать (топчется). Ск. и пред. чув. 81. Çĕнĕ кĕрӳ çумĕнче çичĕ юланут ташлать. || Перебирать мелко ногами (о лошади). Якейк. † Яккошкĕн кĕпер — йăс кĕпер, çич çохрăмран ут ташлать, ут ташлатса килтĕмĕр. || Трепетать (о листьях). N. † Кайкки (= кайăкĕ) вĕçсе кайсассăн, çулçи йолать ташласа. Тогаево. † Çулçи çупать, улми ташлать, сар-кайăксем савăнаççĕ; пирĕн Анок ташланă чух сарă Иван савăнать.

телей

(тэл’эj, т’эл’эj), счастье. N. Хĕвел аннă вăхăтра турă телей валеçет, тет, çавăнпа çывăрма хушмаççĕ; çывăрсан телейсĕр тăрса юлать, тет. Сюгал-Яуши. Ман юлташ пысăк пулă тытнă та, кăçкăрса ячĕ: ай, ман телей! терĕ. N. Телее укçа парса илме çук. N. Пирĕн телее йытă çинĕ пулĕ. Ст. Чек. † Шурă аккăш вĕçет, ай, малалла, ик çуначчи юлат, ай, каялла. Эпĕр шухăшлатпăр, ай, малалла, пирĕн телей юлат каялла. (Солд. п.). Орау. Халăхсене телей валеçсе панă чухне чăваш урине сырса юлнă, тет. Трень-к. Анчах манăн хот вĕренме телей сахал полчĕ: школ хамăр ялта çок полчĕ (не оказалось). N. Çул çинче выртакан япалая тупсассăн, хуçи тупăнсан та, ăна каялла ним укçасăр пама юрамасть, телей çухалать, теççĕ. ЧП. Çинçе пилĕк, хура куç, кам телейне курса (на чье счастье) ӳсет-ши? ЧС. Чăнахах та (и действительно), ман телее (на мое счастье) унта шыв юхса выртать. Юрк. Телейне хирĕç (к счастью) хăйсем ялĕнче ана-çарансене çĕнĕ ятсемпе уйăрсан (çĕнĕпе тусан), ачисем ята кĕрсен тин пăртак сывлăш иле пуçлат. Бюрг. Телейне хирĕç хунĕ пырат-кĕрет те: мĕн ĕçлен эсĕ, кĕрӳ? тесе ыйтат. N. Пайтах вăхăт иртсен, çак çук-çынни ватăлмалăх кунĕнче, телейне хирĕç, пуя кайрĕ, тет. N. Манăн телей пулмарĕ çавă йăвăç тăрринче. N. Ман телее темскер çисе янă. Якейк. † Вăрмана карăм — шанки çок, киле килтĕм — арăм çок, ахаль пирĕн телей çок. N. Телей çине телей. N. Телей курса пурăннă чух хĕн-хурлăх манăçа юлать (бывает забвение о несчастьи). ГТТ. Телей пĕтни. Т. VI, 21. Асăнатпăр, витĕнетпĕр ачамăрпа. Вăсен телейĕнчен те пулин, килен-каян телейĕнчен те пулсан, патăр. Çырлах! (Ака пăтти). N. Пасара карни (= кайрăн-и)? — Карăм.— Мĕн илтĕн? — Пăрçа илтĕм.— Ак телей! — Телейи-япали, кĕпер урлă каçрăм та, тăкăнчĕ-карĕ. Чебокс. Ман телейпе, на мое счастье (потом в оригинале учителем исправлено на „телее“). Истор. Хыçĕнчен ăна темĕн чухлĕн ухăсемпе пере пуçланă анчах, унăн телейне кура, пĕри те тивертеймен (не попал). N. Унтан вăл хăй те, виçĕ çул пĕр телейсĕр патшара ларсан, усал тискер вилĕмпе вилнĕ. Кн. для чт. 11. Ун телейне кура çав хутрах урампала ача пырать. Баран. 110. Çĕр ĕçлекен телейĕнчен тырра пĕтерекен кайăк-кĕшĕк çуллен темĕн чухлĕ пĕтет. Ачач. 98. Ача телейне пула, халь çинче ашшĕ ăна нимех те усал тумарĕ. || Доля, судьба. Орау. Этемĕн хăй телейĕ ĕнтĕ ун, курассине курать. N. Пирĕн телей çанашкал полчĕ поль. Видно, такова наша судьба! N. Эх, пирĕн телей икĕ вĕçĕ те шĕвĕр полĕ! N. Пирĕн телей малтан пырат, çынсем курма килеç тем чул. Турун. Эпĕ поян çынăн телейĕ, тенĕ.— Ман телей ăста? тесе ыйтнă вăл вара. Лешĕ каланă: санăн телей ял хапхи патĕнче, тенĕ. Шор-к. Авалхи çынсам каланă: телейна (= телейне) пĕл те, Москава кай, тенĕ. N. Телейне пăх та, Мускава кай, теççĕ. (Послов.). N. Мĕн тăвас тен эсĕ, хамăр телей çампек (= çавăн пек) поль. ЧП. Эпĕ ĕмĕтленетĕп малалла, телейĕм туртать каялла. Байгул. † Телейрен иртекен çутă тĕнче пиртен те юлĕ-çке çак тĕнче. (Песня на поминках). || На конце пальцев, со стороны противоположной ногтям, расходятся складки кожи, в виде как бы концентрических дуг; у некоторых эти дуги образуют как бы законченную спираль, у других этого нет. Эта спираль называется телей (счастье): у иного оно есть, у другого нет. КС. || Встреч. и во мн. ч. N. Телейсем çапла пулчĕ пуль пирĕн тĕлтен! Такова, видно, наша участь. (Из письма). Курм. Телейсам.

тем тесен те

что ни говори; без сомнения, несомненно. Ядр. † Çакă ялăн хĕрĕсем кăвак чаппан айĕнче, тем тесен те ăйхăра. Якейк. Тем тесен те, çав вĕтлĕхре токмак порнать. Кильд. † Çакăнпа туя кисессĕн, турта вĕçне карт картас, тем тесен те килес çук. N. Вĕсем сире çĕнĕ çулччен çĕр тем тесен те парĕç, тенĕ.

темĕскер

неизвестно что. Бр. п. водку. 5. Çав апайăн вара темĕскер пур манпала (что ей до мени, что она меня не оставляет в покое)? N. Темĕскер тума çыру ямастăр эсир? || Какая-то вещь, что-то. Ст. Чек. Çаксем ялан темĕскер çухатнă пек шыраса çӳреççĕ. Баран. 87. Çавăнтах темĕскер хури курăнса кайрĕ. Регули 198. Эп илтрĕм, эсĕр темĕскер попленĕ. Орау. Кил-ха конта, темскер пур! Иди-ка сюда, здесь что-то естьI N. Тухтăр патне çӳретĕп: те суять, те ахаль лăплантарать: нимех те çук санăн, тет, çапах темĕскерсем (какие-то лекарства) ĕçме хушрĕ. || Что-то особенное. N. Халĕ хĕлле мар, хыт-сухана та яма пулать, вăрмана та. Çарансем çинче те темĕскер çук вĕт (ничего особенного нет). || Шут знает что. ГТТ. Темĕскер туса хĕл иртет. Зима проходит шут знает за какими занятиями (т. е. без видимых результатов работы). N. Эпир ăна: темĕскер пулĕ, тесе, ĕнесене хăварса тартăмăр. || Употребл. для обобщения. Альш. Хăятран лерелле темĕнле-темĕнле ялсем каяççĕ вара унта: Çĕнĕ Хăятсем темĕскерсем. || Какое-то существо. Актай. Каллах кусен сĕтне (их молоко) темĕскер ĕçсе кайнă. Артюшк. Анне, ав лере темĕскер килет, шап-шурă сухаллă, аллинче темĕскер пур. || Какой-то. Шурăм-п. Вĕреннĕ çынсем çĕнĕ лайăх япала тупса кăларсассăн, тĕттĕм халăх ăна ирĕксĕр илнĕ пек анчах илет; малтан: темĕскер усал япала вăл, тесе, хăраса тăрать. || Что-то, почему-то. Болезни. Эсĕ мĕнпе чирлерĕн? тенĕ. Лешĕ каланă: „эпĕ нимĕнпе те мар, çынсем хĕлле, ĕç çук вăхăтра, юмах итлесе, чĕлĕм туртса ларнă çĕре, хурал пӳртне кайкаласах чирлерĕм темĕскер. Шурăм-п. Хĕрарăмсем те урамра темĕскер кумаççĕ (что-то, по какой-то причине снуют туда и сюда). Ib. Темĕскер астумастăп. Темĕскер астуми пултăм. Что-то не помню. Я что-то начал забывать. Ib. Темĕскер çӳрейми пултăм эп. Я что-то, почему-то, начал хворать. || Неизвестно (трудно определенно сказать, так ли это). N. Анчах, тен телейне кура, темĕскер (м. б., на его счастье, что-ли), тăлăх-турата Пахум Унтри арăмĕ усрава илнĕ. N. Краçниккăв, çакна кура темĕскер, хăй çурт-йĕрне 5500 тенкех пама пулнă. || Пожалуй. БАБ. Ку, темĕскер, хамăра вĕлерсе пĕтерĕ, тесе (боясь, что он их убьет), хăраса пурте киле тарса кайрĕçĕ, тет. || Должно быть, что-ли (предположение). Коракыш. Вăн пĕркунне эпĕ сире армана мĕнле чармаллине каларăм-ç-ха, çавна халĕ пĕвеленĕ. Пĕри итленĕ темĕскер, тенĕ. N. Халь вăхăт çук темĕскер. БАБ. Анне те, те хурланчĕ темĕскер те, куç-çулĕ шапăрах юхса тухрĕ.

тырă

(тыры̆), хлеб в поле. N. Çĕр ĕçлесе тырă тума. Виçĕ пус. ЗЗ. Ун пек курăксем начарланнă çĕре çĕнетсе тырă аван пулакан тăваççĕ. N. Тырă сахал акаççĕ вăл енче. Тырăран (в отношении хлеба) аптăрасах каймаççĕ. Орау. Тырсам вырса пĕтерсен (после жнитва). Юрк. Тырăçем кăтăрса (отлично) пулнăччĕ. Тăв. 46. Вĕсен тыррисем те çук. N. Тырă татса пулмас. Не всегда бывает хороший урожай. N. Хăш чухне тырă татса пулмас. Якейк. Ĕлĕк тырă вырса Хорашаш праçнĕк (8 сентября) иртсен тин пĕтернĕ. Пĕр арăм Хорашаш праçнĕкĕнче çапла йорланă: „Виç ана тырра вырмашкăн, ача-пăчая хăвартăм, хамăр ĕçкĕре çӳретпĕр“. Он чохне çу та, кĕр те пит йĕпе полнă. Çăмăр нумай çунипа вырнă тырăсене кĕрконне шăн çинче торттарнă. Çораки тума Якори тĕлĕнче (2З апреля по ст. ст.) тохнă, çĕртме тума Петровски (29-го июня ст. ст.) тĕлĕнче тохнă, ыраш аки çине первайхи спас иртсен тохнă. Сборн. по мед. Ачалă арăмсем, мĕскĕнсем, тырă çинче (во время страды) ачисемпе нумай асап курса пĕтетчĕç. N. Тырă сутма иртет-и, иртмест-и? N. Петĕр тырă пĕтсен (по окончании страды) кайрĕ. N. Тырăсам лайăх пулчĕç. N. Тата тырă хамăрăн çĕнĕ тыр(р)а çитри çиме? Хватило ли у нас до нового хлеба? N. Тырă вырма пĕр тенкĕ полчĕ (жиитво стоило 1 рубль). N. Тырăсем мĕн хакра çӳреççĕ? Каковы цены на хлеб? N. Тырă акнă йолашки З8 пăт тохрĕ. После сева осталось З8 пулов. Изамб. Т. Тырă пĕрчилĕ улăм. Ib. Эпĕ хăранипе тырă тăрăх тартăм (убежал по хлебу, по загону). Ib. Тырă пит лайăх пулнă, тет. Ыраш пуссинче лашан пĕкки курăнми ыраш вăйлă пулнă, тет. Альш. Этемре Пукрава укçа нумай ĕнтĕ: тырă сутти укçи, хăяр сутти укçи. N. Çак ялсен кăçал тырă пĕрттех те çук (прямо совсем нет). N. Тырă патне çитрĕмĕр. Ере эрнерен кайса похах троппор (= пăхах тăратпăр). Чхĕйп. Каçхи сылăм ӳкмесен, тырă тĕшши выçă пулат. Юрк. „Тырă вырнă вăхăтра пулат: ывçă, кĕлте, тĕм, карта, çĕмел, сурат, майра-пуçĕ, йăран, ана, ака варри, утрат, пăрусна, ана палли, хăмăл“. || Хлебное зерно, жито. Вишн. 75. Тырра йĕпетсе ăшă çĕре хураççĕ те, вĕсене шӳтерсе шăттараççĕ; вара çавăнтан салат тăваççĕ. N. Ака тырри исе акаймарăм. Не сумел посеять яровых хлебов. N. Тырă акма кайнă чух, çул çинче тырă пĕрчĕкĕ выртнине курсан, тырă аван пулать, теççĕ. Ib. Çула, уя тырă кăлармасăр, кил-хушши е урам шăлсан, теллей пулмаст, тырă пулмаст, тетчĕç. Ib. Уя тырă кăларнă чух çул çинче ырă мар çынна е кушака, йăтта курсан, телей мар, теççĕ (тĕшмĕш). N. Тырринчен улăмĕ хаклă. (Загадка: соты и мед). ЧС. Çынсем çуннă тырăсене пуçтарса сăвăраççĕ. Регули 108. Эп онтан ут илтĕм, тырăпа çӳресшĕн (чтобы возить хлеб). || Полевые работы (хлебопашество). Альш. Тырра вĕсем ялĕ-ялĕпе пĕрле ĕçленĕ.

тырă-пуç

назв. моленья после полевых работ. Т. VI, 19. Ĕç пĕтсен, çĕнĕ тырăпа пуçласа тырă-пуç тăваççĕ. Ăна хурпа е кăвакалпа тăваççĕ.

тыт

(тыт), держать; брать в руки. Якейк. Порçăн тоттăр йăмăкăм, пуçа çыхса каям-ши, алла тытса каям-ши? Регули 101. Вăл тытса тăчĕ вăлсене ӳкесрен (вăл тытса тăчĕ: ан ӳктер, тесе). Он держал их, чтобы они не упали. N. Онта çулла хорлăхан çырли питĕ нумай полать. Çавна вĕремсĕр татса çисан, алли ним те тытими полать, тенĕ. Ст. Шаймурз. † Пилĕке тытса ташлама çут пиçиххи пусанччĕ! Шурăм-п. Йăван салтак пăтине сулахай аллипе хуран (тамăка хурантан тунă) çумне тытса сылтăм аллинчи мулатакĕпе вăй çитнĕ таран çапрĕ. Ала 93. Ашшĕ утса пырса çӳçĕнчен ярса тытнă та, çӳлелле йăтса тăратнă; хуллен, сак çине çӳçĕнчен тытнипех, уттарса кайса лартнă. N. Вăл ăна (вăрра) аллинчен çатăртаттарса тытнă та, çавăтса пырать. Кан. Татăка аллийĕнчех тытса выртнă. N. Вăкăра пĕри мăйракаран (за рога) пăявпа тытса тăрать. || Поймать, ловить. N. Сат хуçи ман юлташсене пурне те тыта-тыта ватнă. Юрк. Çавăнтан вара ку пуçлăх тытăнат кăсене эрехпе тытма: монахсем шыв ăсма кайсан, калле килелле килнине кĕтсе тăра пуçлат. Баран. 119. Вăрманта темиçе тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк пурăнать. Çынсем вĕсене тыта тăраççĕ. Альш. Мана Петĕр тытса ирĕксĕрлерĕ (изнасиловал). Регули 665. Эп тытнă полла исе карĕç. Ib. 440. Çӳресен, кайăкне тытинччĕ. Ib. 441. Кайăкне тытинччĕ; кайăкне полсан тата ярăтăмччĕ. Ib. 437. Эп тытăпин, мĕн тăвас санăн. Ib. Вăл кайсан кайăкне тытсанччĕ. Ib. З28. Вăл ялан онта тытакан. Ib. З27. Вăл онта пол тытакан. Ib. 237. Вăл она тытни лайăхчĕ. Ib. 230. Пол тытса килет. Пол тытса килчĕ. Ст. Шаймурз. † Курайман та çынсем питĕ нумай, тытсах çыхаймĕç-ха хĕрпеле. Ала 60. † Картишĕнче, аттеçĕм, сакăр сар ут, пĕрне ан тыт, атте те, пурне те тыт. ТХКА 49. Ытла тĕттĕм те, çапах кайса тытмалла пуль лашасене, терĕ атте. Ib. Атьăр, эппин, каяр. Шыраса тупар, тытса килес лашасене. Ib. 86. Шураç ачисем кĕтӳрен лашасем пыра-пыра тытаççĕ. || Хватать. Изамб. Т. Ачасем алăран алла тытнисем юпа пулнисен алли витĕр тухаççĕ. Тораево. Вĕсем кайран парнине пурте пырса тытнă. Альш. Авал салтака тытса (силою) панă. Ст. Чек. Аллăма ярса тытмарăм (не сделал, не было желанья, праздно?). Ib. Мана, тарçа тытнă пек: навуса тăк-ха, тет. Аллăма ярса тытмарăм. Орау. Темскер хăямач çине ларнă та, пырать... Теме те тытса кӳлĕç, тăрсан-тăрсан! Регули 700. Тытмала маррине кăтартрăм. Ib. Тытакан мар çынне кăтартрăм. || Переносно — держать (в руках). ЧП. Эпир илес хĕрсене ашшĕ-амăшĕ хытă тыттăр. || Удерживать. Кан. Сулăнса кайса ӳкме тăрсан, ăна тепĕр хăнана пынă çын ӳкесрен тытнă та... || Удержать (деньги). N. Çĕмĕрнĕ алтăршăн çитмĕл пус (20 к.) тытса юлтăм (или: тытрăм, или: катса юлтăм). Кан. Учрежденин кооператива памалли парăма тытса юлмала. || Производить расход, тратить деньги. Урож. год. Халех пин тенкĕ тытать. || Держать (в чем, что). Янтик. Урана ăшăра тытас пулать. О сохр. здор. Тир тумтир çынна пит ăшă тытать. Регули 691. Тытмалли утне кăтартрăм. || Держаться (за кого, за что), хвататься (за что). Орау. Ан юл, тыт ман аркăран. Кан. Йăвăç татăкĕнчен тытса, хумсем тăрăх 24 сехет хушши çӳрерĕм (плавала). Яндобы. Иван тус, хам çине утланса лар, хытă тыт, тесе калать, тет, кашкăрри. ТХКА 50. Атте малтан пырать, Пуртăсем пирĕн сылтăм алра. Сулахай алпа аттене эпĕ сăхман аркинчен тытса пыратăп. Шăллăм та мана çапла тытнă. N. Эсĕ манран (за меня) тыт (держись), эпĕ унтан тытăп. N. Эсĕ мĕшĕн сăмсăна тытса тăран? Юн каять. N. Килти шухăша тытсан, пĕтерес укçуна та пĕтерес килес çук. N. Манран тытатни? Камран тытан? За меня будешь держаться? За кого будешь держаться? (в собств. см.). N. Тытмаллине тытса пар малтанах. || Застигать, заставать на месте преступления. N. Вăрăпа тытнă. N. Çĕнĕ кутăрта кама эрехпе тытнă? Орау. Хĕрӳ çумăнче тыттăрним мана? Арăмупа тыттăрним мана? Ib. Эсĕ апла калама хĕрпе тыттăрним (= тытрăн-им) мана?... Ib. Эп сана, куçу шăтса юхтăр, парам ак, тытсан. Я тебе дам: пусть лопнут глаза, если поймаю. Регули 725. Эп онта кайсан, мана тытĕç. || Держать (экзамен). Курм. Ваçли! Кай Хусана иксамĕн (-н’) тытма. Ib. Е иксамĕн тытимасан (= тытаймасан), мĕн питпе киле каяс? || Городить. Кан. Шкул пахча картине 42 чалăш çĕтрен тытмалла. Юрк. Хапхипе хӳмисене те тытса çаврăнат (загораживает). N. Якур ав чее, вăл хай пайне карта тытса хучĕ. Чим-халĕ, акă эпĕ те тепĕр çул хам пая тытса хурам, теççĕ хăшĕ. Собр. † Çак ялăн укăлчине тытайăттăм шур хĕлĕхпе, уçăшăн мар, илемшĕн. Изамб. Т. Капан йĕри-тавра вĕрлĕк тытнă. Альш. Елшелĕн ун пек халăхран ыйтмасăр пыра-пыра тытнă пахчасем ăçта пăхнă унтах пур. Ib. Хăяр пахчисем нумайĕшĕ çереме туха-туха тытаççĕ те, çавăнта пахчи-пахчипе акса сыхлаççĕ. || Поражать болезнью (о покойниках). Им приносят жертву, состоящую в бросании кусков калача, меда и пр., напр., при возвращении с базара. При этом говорят: „умăнта пултăр!“ То же свойство приписывается и другим предметам. Ст. Чек. и др. Юрк. Вилнĕ çынна çимĕç таврашĕ е ĕçкĕ таврашĕ хывмасан, çав вилнĕ çын тытат пулат. НТЧ. Киремете пуççапаканнисем пĕри чирлесенех: ах! анчах кăçти киремет тытрĕ-ши куна? юмăçа кайса пăхасчĕ, теççĕ. N. Час-часах вилнĕ çын ялти çынсене кама та пулин тытса чирлеттерет. Ала 2. Апла пулсан та вилĕ тытать, вăл тытминччĕ (хорошо, если бы...), теççĕ. Магн. М. 104. Вилнĕ çын тытни. НЭ 118. Мунча вучĕ тытнă. Болезнь причинил банный огонь. Ст. Яха-к. Çук çав, кирик хăш çын та киремет тытмасăр чирлемеçт; тăвассине ăна çинченех тытса туса пăрахас пулат, юмăç мĕн тума хушнине, тесе калаççĕ вара хăйсем. Коракыш. Ати-апай, ан тытах! Çырлах! Килсе, икерчĕ, сăра çийăр-ĕçĕр. (Ваттисене хывнă чухне калаççĕ). Шинар-п. Халĕ те хăш-хăш çын е ӳслĕкпе пулсан: çав çăл тытрĕ, тесе, çăкăр татăксем кайса пăрахаççĕ, вара вĕсен ӳслĕк чарăнать пулать. Могонин. Киремет çывхăнчен пĕр йăвăç кассан, киремет çиленсе çынна тытать те, çимали-ĕçмели парсан, çураçать, теççĕ. || Покрывать (об инее). Çутт. 77. Хĕлле вара вăл шăтăксене шап-шур пас тытса лартать. || Воспитывать, ростить. N. † Ай, инкеçĕм, Алти инке! Эсĕ тытнă ывăл-хĕре эпĕ те тытса пăхам-и? (Хĕр йĕрри). N. Ăна лайăх тыт. || Воспринимать (ребенка, о повитухе, о восприемниках). ГТТ. Эпĕ унăн ачисене тытнă. Я крестный его детям. Якейк. † Ах, кортăм, хĕр кортăм, тăла варрипа тытнăскер,— ĕмĕр иртнĕн туйăнчĕ. N. Çак хăвăр тытнă ачана хăвăрăн тăван ачăра юратнă пек юратăр. || Приниматься (за дело). Ир. Сывл. З4. Тытаччен çех ĕç йывăр. Альш. Алă ĕçĕ тытат: пĕрне кĕпе çĕлет, пĕрне йĕм çĕлет; пĕринне саплат, тепринне аслатат. Якейк. † Инки сакки — шор сакки, шор шопăрсăр тытмарăм, итту инкия йоримарăм (даже, чтобы лавку мыть, надевала „шопăр“). || Пользоваться, употреблять. Нижар. † Хусан витри — шур витре, эп тытмассăн, кам тытĕ? Çав ял ачи — сар ача, эп каймассăн, кам кайтăр? N. Ку чашкăпа чĕресе вара урăх çĕре тытмаççĕ. Вĕсене ăрасна çĕрте тытаççĕ. || Задержать. Пазух. Ах хăтаçăм, хуçаçăм, виçĕ тавлăк тытакан, çичĕ тавлăк вăл тытрĕ. Истор. Эсĕ пирĕн патăртан кай ĕнтĕ, сана тек (больше) тытмастпăр, тенĕ. N. Шап çурта пек пĕвĕме ӳстертĕм, тем атте-анне тытас пек. N. Эсĕ манăн мĕн çамрăкранпах тытакан ĕмĕтĕм. || Содержать. СТИК. Кил-çурта тирпелесе, тирпей тытса тăракан хĕрарăм мар; ял тăрăх, кӳршĕ-арша яньккат. Ib. Тирпей тытса тăрас, быть распорядительным в доме по чистке и уборке. || Точить. Альш. Тимĕрçĕ пуртă, çĕçĕ тытнăшăн (= хăйранăшăн), кĕтӳçĕ „сăвапшăн“ (= ахальтен). КС. Тимĕрç лаççине кайса, пурт тытас-ха (наточить на вертящемся точиле). || Застрелить. N. Тепĕр çул кайăкçă çак мулкача тытнă (застрелил). || Прикладывать, приставлять. О сохр. здор. Сивĕ шывпа йĕпетнĕ туттăра тытсан та, вăл (укус ужа), тӳрленет. Ала 91. Икĕ аллине тути патне тытатьчĕ те, пуçне кăшт çĕрелле чнксе пĕр шарламасăр, пĕр хусканмасăр ларатьчĕ. N. Пӳрнине сăмси çумне тытнă. || Ст. Шаймурз. Çын панче кăвакал çисен, хурăвăн çуначĕнчен тытсах хур. (Послов.). || Загнать чужую скотину (напр., застав ее на озимях). Орау. См. вĕчче. || Направлять. N. Хăв ăсна хăв тыт, ман пек ан пул. || Насытить. О сохр. здор. Хăш-хăш хĕрарăмсем, яшка тутлă, тутă тытакан пултăр тесе, аша юри вăрах вĕретеççĕ. Виçĕ пус. 4. Тырă пĕрчипе хăярăн тути пĕр пек маррине, тата вĕсем пĕр пек тутă тытмаççĕ иккенне пурте пĕлеççĕ. || Кан. Инке çатма аврипе хăмсарнине хирĕç тытать. || Класть. Синерь. Марья хăранипе аллине пуç çине тытнă чух çав хĕçе тиврĕ, тет те, пурни татăлса кăрават айне кĕрсе карĕ, тет. || Обходиться, обращаться. Тайба-Т. † Йыснаçăмах çавă пур, тыта пĕлсен — ĕмĕрлĕх, тыта пĕлмесен — виç кунлăх. Ib. Илсе тытса пăхтăр-ха. Стюх. † Йыснаçăмах Иван! Тыта пĕлсен — ĕмĕрлĕх, тыта пĕлмесен — виç куна. || Брать в руки, употреблять (напр. книгу), заниматься. Юрк. Çырăва (чтение и письмо) тытас тесен те, пушă марччĕ, ялан ĕçпеле пулаттăм. В. Олг. Алă ĕç тытман эп нимĕскер те. Я не занимаюсь рукодельем. ТХКА 75. Йыснапа улмаш хам та суха-пуçĕ тытрăм. Халиччен суха-пуçĕ тытманччĕ эпĕ.— Вунулт çула çит-ха, вара сана суха-пуçĕ тыттаратăп, тетчĕ атте. Изамб. Т. Вуниккĕре чухнех суха-пуç тытнă. Вунтăваттăра авлантарнă. N. Парнисене пăхаççĕ, тет, пирри-аврисене пăхаççĕ, тет, пурте тĕлĕнеççĕ, тет, хĕрсен пирри авринчен, тытни-тунинчен N. Санюк кĕнекине питех тытмас (не очень-то берет в руки). Орау. Ман кĕнекене кам тытнă? Кто брал мою книгу? (напр., если на ней остались следы). В. С. Разум. КЧП. Ку япала алла тытмалла марскер пулнă. Этого предмета, оказывается, не следовало брать в руки. N. Тытса пĕр. || Браться. Никит. Тепĕр пынă çĕре тухатмăш карчăк каллах ал ĕçĕ тытса ларать. N. Тытнă ĕçе тăвас килмест. Торп-к. † Çакă ялăн ачисем ир тăраç те, чĕлĕм тытаç, çавăнпа хĕрсем юратмаç. Ала 92°. Вăсен кĕписене никам та тытса çăвакан пулман, вăл хăех пĕр вунпилĕк çула çитеччен пичĕшийĕн кĕпине, тата хăйĕн кĕпине никама та çутарман. СТИК. Вăл тытнă-тунă-пăрахнă. || Править, управлять. N. † Чул-хулана тытмашкăн, мĕн авалтан пухнă мул кирлĕ. N. Вăл икĕ лапка тытнă. N. Семен ватăла пуçласан, хăш чухне ывăлĕ Иван (сын его Иван) ашшĕ лапкине те тытнă. N. Тыт (ашшĕ-амăш çуртне). || Хранить, беречь. N. Укçана лайăх тыт. N. Çын çинчен сăмах ан вылят, ху ăшунта тыт. || Тратить, расходовать. N. 15 тенкине çурта тыт (на дом? на хозяйство?). || Издерживать. N. Если панă пулсан (пособие), пӳртрех тытăп. || Поддерживать. Орау. Илем тытса, тĕс кӳртсе, хитрелетсе мухтанать. || Править (напр., лошадью). Янорс. Атте мана: тыт лашуна, манран ан юл, терĕ. Ст. Чек. Ялан амăш хыççăн кăна çӳренĕ, лаша тытса курман-ха. СТИК. Лашăна тыт, держи лошадь в сторону. Сред. Юм. Юрк. † Атăл урлă эпĕ каçрăм сулăпа, суллăн пуçне тытрăм хулăпа. || Держать путь. Собр. Анчах лаша тӳрĕ тытса пырать-пырать те, çавăрнкаласа пăхать, вăл: пирĕн хуçа лайăх ларса пырать-ши, тесе, пăхать. || Иметь в наличии (о деньгах). N. Ĕмĕрте окçа тытса корманнисем халĕ виççĕр тенкĕрен кая тытмаççĕ. N. Халех перекетре пин тенкĕ тытать. Регули 647. Он пак окçа номай тытакан лайăх порнма полтарать. || Уличать? N. Эпĕ вăсене пĕрерĕн тытап. N. Аппаратне (самог. аппарат) мĕншĕн тытмастăр? || Подавать (руку). Сĕт-к. Пĕчĕкиççĕ кинĕм пор, килен-каян ал тытат. (Алăк хăлăп). || Нанимать. Изамб. Т. Ул çул кĕлтене тытса кӳртертĕм. Конст. чăв. Кукка тинĕс хĕр(р)инчех пароход çине çитечченех кимĕ тытрĕ. К.-Кушки. Эпĕ вунтăватта тытрăм. Я нанял за 14 р. Чăвашсем 27. Вара çынна (умершего) çума тытăнаççĕ, ăна хăшĕ хăй çемйипех çăват, хăшĕ тытса çутараççĕ. Чăв. й. пур. 26. Сухине тытса сухалаттарать. N. Укçа парса тытма сан укçа çитмĕ. Орау. Пĕр-ик-виç ача тытсан, туххăмах леçсе парĕç (отнесут). || Принимать (в картах). Сред. Юм. || Пришивать, нашивать, оторачивать. Сред. Юм. Кĕпе аркине шараç тытрăм. К подолу рубашки я пришила тесьму. В. Олг. Сăхмана пир тытас (положить подкладку). Собр. † Хранцус кĕпене кам юратмĕ, аркисене лайăх тытсассăн. Н. Тим. † Шур тăваткăл кĕççе кĕтессине пурçăнпала тытса çавăрнă. Ходите во свете. Нихăш халăх тытман йӳнĕ тĕрĕсем. Альш. † Сирĕн çире камсулсем пит килĕшет, те аркине тикĕс те тытнăран. N. Çухана вара темĕн-темĕн, тутар хĕрĕсеннĕ пек, хутлă-хутлă тытса пĕтернĕ: унта хĕрлĕ, кăвак, сарă, симĕс. Аркине каллах ик-виç хутлă тутарла илемлетсе тытнă. Н. Якушк. † Хăранцуски кĕпи сирĕн пулĕ, тытас арки çанни пирĕн пулĕ. ЧП. Аркине пархат тытнă. ЧП. Эпир йĕтĕн кĕпи тăхăнас çук, хул айне хăмачă тытас çук, аркине харанцуски тытас çук. || Бить (о лихорадке). N. Ах, ачана сив чир тытать, эрĕм шывĕ ĕçтерес. [Шу тытнă ăна, ахаль полас çок. Хора тăван киремеч тытнă полĕ]. || Вести (войну). N. Тата ăна вăрçă тытма, вĕсене çĕнтерме панăччĕ. || Рвать. Б. Хирлепы. † Пирĕн патра юманлăх, тăрăнчен йĕкел тататпăр, кутĕнчен тукăн аватпăр. || В чувашизмах. N. Хăна ху çӳле ан тыт (не зазнавайся). Досаево. Тепĕр кĕркунне вĕренме каяс тесе, эпĕ те шут тытрăм (надумал?). N. Паянхи кун çиме пулмасан, епле вара пĕтĕм çулталăкшăн терт тытăп? N. Хан, çавна илтсен, Александр çине тытса çурас пек çиленсе çитнĕ (обозлился как зверь; был готов его разорвать). N. Мĕн тытас-тăвас пулсан та (при всяком предприятии), ху ĕçлессӳ çинчен аса ил. N. Ах, мĕн тăвас, мĕн тытас! Янтик. † Турта тулли турă утна епле тытса кӳлĕн-ши.

тыттар

понуд. ф. от гл. тыт. Хир-б. Стариккине аçам тăхăнтараççĕ, хул-хушшине мăнă çĕлĕк тыттараççĕ. Çĕнĕ-Кипек. Кăшманла выляс пулсан, пĕр мăнă, вăйлă ачана суйласа илеççĕ те, пĕр-пĕр юпаран тыттарса тăратаççĕ (заставляют держаться за столб). Регули 732. Эп она тыттарам (тытма калам). Ib. 697. Тыттаракан маррине кăтартрăм (тыттарманнине). Ib. 733. Вăл хăва тыттарчĕ (сам дался в руки), эсĕр çавăнта она тытрăр. || Давать в руки, вручать. Изамб. Т. Хам та илĕп, ан тыттар (не давай в руки, не угощай), нумай пулмас-ха çини (я недавно ел). N. Пушă черккине калле тыттарат. N. Чей таврашне тыттарман. В. С. Разум. КЧП. Мана, атте-анне куриччен, аллă тенкĕ алла тыттарчĕ. || Всучить (негодный товар и пр.). Юрк. Сана вара, улталаса, шăтăк сăмавар тыттарса ячĕç пулĕ: шывĕ урайне юхса туха пуçларĕ-çке! тет. || Прикрепить при помощи крючка и пр. Чертаг. N. Çуйăн вăлти юпине çыран хĕррине тăрăнтарса лартаççĕ, унтан тата шывăн икĕ енчен вăл юпана кантăрасемпе тыттараççĕ. Изамб. Т. Çав шăлсенчен (за эти копылья) хурама (вязки) анса тупансене (полозья) тыттараççĕ. || Скреплять (чем). N. Урапана тимĕр тыттарнă. N. Чӳречисем пĕчĕк, маччине тыттарман (не сплочены). || Пришить. ЧП. Хура шĕлепке хĕррине хура пархат тыттартăм. || Обивать. N. Арчана тимĕрпеле тыттарнă. || Отделывать (чем). Ачач 79. Кăвак йĕмĕсен çĕввисене хĕрлĕ йышши йĕрпеле тыттарнă. N. Çияла кĕмĕл тыттар. || Заставить (нанять и пр.) городить. N. Анкарти карти хамах тыттарчĕç. N. Эсĕр: анкарти тыттаратпăр, тенĕччĕ. || Огородить. Микушк. Çакă Микӳшкелĕн укăлчине тыттарар-и тăмра хĕлĕхпе? Кан. Сут пулакан çурта йĕри-тавра пралук картасемпе тыттарса пĕтернĕ. N. Сăрт хĕррине хӳме тыттарнă. || Дать взятку. N. Ĕçӳ тухтăр тесессĕн, ик-виç кĕмĕл тыттарас пулать. Çавăн пек пулнă ĕлĕк. || Обманывать. N. Тыттарать, обманывает. Кан. Вăл хуман пулсан та, сана: хунă, тесе, тыттарат. Пшкрт. Вăл мана тыттарчă (-чы̆; или: вăл мана чăсрă). || Щипать (о морозе). Якейк. Ай-ай, паян холхая тыттарать (холод, мороз заставляет хвататься за уши). || Точить. N. Пурта (çавана) кайса тыттарас-ха.

тивĕç

(-вэ̆с’), должно, следует. N. Çавăнпа унтан чăваш иккĕ, тутар пиллĕк, вырăс виççĕ яма тивĕç. N. Манахăн пуянлăх пулма тивĕç мар, теççĕ, хăйсем халăха ултавпа çаратса пурăнаççĕ. N. Камăн çĕнĕ çĕре кайма тивĕç? Сред. Юм. О пирĕн ратне çôрчĕсĕм патне пырса шăршланма та тивĕç мар (ему даже близко подходить не следует). || Иногда выраж. предположение. Альш. Шывăн леш хĕрринче кимĕ пур, тет. Пулăçă пулсан, кунта кăларма тивĕç мар, тет (едва ли рыбак может здесь вытащить лодку). N. Тивĕç, надлежать. || Должный. N. Ăна тивĕç хак парса хăтарнă. || Принадлежащий по праву. Альш. Вăл ачана аслашшийĕн ырăлăхĕ тивĕç-ши, тивĕç мар-ши? || В см. им. существ. Бугульм. † Шур пӳртĕн умĕ улма йывăç, ут кăкарма тивĕç пур-и (позволительно ли, достоин ли)? Çакă киле килтĕм асăнса, пĕр юрă юрлама тивĕçли? N. Хăйне тивĕçлĕ тивĕçрен ытла хапсăнакан çын (домогающийся иметь более, чем ему следует по праву). Тим. Хăй тивĕçне хăй аллине илме хăтланать.

тилмĕр

(тилмэ̆р), умолять, просить убедительно. N. Çырушăн питĕ тилмĕреп. N. Пуççапса тилмĕрсен, тин ирĕке янă. Цив. Вара лаша Кукша Ивана тилмĕре пуçланă: яр мана, эпĕ сана пĕр-пĕр ырăлăх тăвăп, тет. Сред. Юм. Нăмайччин ямасăр тăчĕ, тет, кайран, ачисĕм пит тилмĕрнине кôра, çапах пиллесе ячĕ, тет. Никит. Леш çапах: уçăр! тесе, тилмĕрсе тăрать. Ib. Хуняшшĕ тилмĕрсен-тилмĕрсен, кинĕ-уçса кĕртнĕ. Мĕкĕн Антон 24. Эсĕ мана тилмĕрнипе çавăраймăн. Ерк. 58. Йĕри-тавра йĕркере вир-ял ачи сахал-и? тесе чарать Силемпи Чĕкеç хĕре тилмĕрсе. N. Чонтанах тилмĕрсе çырать. N. Текех тилмĕрмелле ан ту. ЧП. Эпĕ ăна тилмĕрни, нимпа та (= нимпе те) парасшăн мар (усиленно просить). || Пристально смотреть. Ст. Ганьк. Тилмĕр — имеет двоякий смысл; 1) усиленно просить, 2) пристально смотреть. Баран. З6. Пăх-ха ăна, мĕн тĕрлĕ вăл тилмĕрсе пăхать! Ала 55. Татах эпĕ тилмĕрсе пăхрăм. Тилмĕрсе пăхсан, эпĕ палларăм кам кĕлет патнелле пынине (кто шёл). Ib. 54. Эпĕ çынсем çине тилмĕрсе пăхрăм та, вĕсем мĕнле çынне (какие они люди) палларăм. Юрк. Çĕнĕ çуралнă чуна тилмĕрсе халланса пăхсан, çав чун куçăхать, тенĕ ĕлĕкхи çынсем. Ib. Тилмĕрсе вуласа (пăхса) юлаççĕ. N. † Вăрман хĕрри каюллă, тилмĕрĕç-ха выльăхсем. || Иметь сильное желание. Ст. Шаймурз. † Тăвансене курасшăн эп тилмĕртĕм; курсассăн, калаçас килчĕ-çке. || Беситься. Ст. Чек. Тилмĕрсе çӳрет. Бесится, буянит (гов. о пьянице).

тир

(тир, т’ир), вдевать, вздевать, Сред. Юм. Çак çипе йĕп куçне тирсе пар-ха. Вздень-ка мне эту нитку в иголку. N. Йĕппе çип тир. N. Хулă вĕçне паранкă тирнĕ те, тепĕр вĕçĕнчен тытса суллакаласа çӳрет? N. Кĕсем вăкăрин пуçне касаççĕ, тет те, шалçа çине тирсе шыва лартаççĕ, тет. || Нанизывать. Ст. Чек. Алă çыххи — шăрçа тирсе тунă браслет (хĕрсен); особенно качча каякан хĕрсем туй тунă вăхăтра çыхса çӳреççĕ. ЧП. Çиппе тирнĕ укçа. Ib. Аллăм тулли ал çыххи татăлат-ĕçке — тиретĕп. Ib. Çип çине тиртĕм (мерчен). Юрк. Çав тăхлан татăкне пĕр шăтăкĕнчен çиппе тирсе хай йĕрĕх пĕрми çине çакса хураççĕ. Кореньк. Халччен (= халиччен) куçлăх корманскер, куçлăхсене ик-виçшер çамки çине лартать, тет, хӳри вĕçне тирет, тет (обезьяна). Тайба-Т. † Вуниккĕн явнă ухăçăм (чит. укаçăм), çиппе тирнĕ нухратçăм. Кĕвĕсем. Шур пурçăнтан тилкепе яваççĕ, вĕçĕсене ука тиреççĕ. Ал. цв. Ахах шăрçинчен тирнĕ мăй-çыххи, || Воткнуть (у др. чик). В. Олг. Йопа (кол) тирсе. Панклеи. Улĕпе кинĕ хăнара чохне карчăк çав шăнăсане (кости) улĕсем выртас тӳшек çине йăлтах йĕрки-йĕркипе тирсе толтарнă (натыкала). || Колоть (делать укол). Шибач. Тал-пиçен тирет, йĕплĕ. Ib. Çĕçĕпе тирет. Колет (pundit) ножом. Тораево. Упине ыталаса тытсассăн, ăна мучĕшĕ уринчен тытнă та, ачине калать, тет: тир, ачам, тир, тесе калать, тет. Изамб. Т. Йĕппе пӳрнене тирсен, юн тухат. || Проткнуть (сăнăпа, копьем). Б. Олг. || О колотьи (болезнь). Б. Олг. Ой, айкă тирет! Ib. Ой, тӳртрен тирет (колотье в спине). Ib. Ой, хăлха тирекен полчĕ, аплах йошт-йошт тирсерчĕ (тирсе ячĕ). Ачач 5. Çамрăк арăма сасартăк пилĕкĕнчен темĕскер хыттăн тире-тире кайнă пек пулать. Хăй те вара сасартăках хăраса ӳкет. В. Олг. Тирекен ерет. Делается колотье. || Ковырять (лапти). Собр. Курпун сысна йĕр йĕрлет. (Çăпата тирни). Кан. Ун хуппипе çăпата хуçаççĕ, йăвăççине чĕлсе тиреççĕ. || Поддеть. Юрк. Çав аллинчи сенĕкĕпе çĕнĕ-çынни пуçĕнчи пĕркенчĕкне тирсе илсе... Поддев этою вилкою, которую он держит в руках покрывало, которым покрыта голова молодицы... || В перен. смысле. Утăм 22. Куç тирет ешĕл çулçа. || Futuere, subigere. Якейк., Янтик.

ту

делать, сделать. См. тăв. Регули 1439. Паян те тăвас, те тăвас мар. ГТТ. Хăйне хай нимĕн тăваймас. КС. Эпир иксĕмĕр тем те тăвăттамăрччĕ-çке те. Еще бы, мы с тобой чего бы не сделали. Кан. Конюхне кӳлтерсе лаша çине лармасăр хăй ĕçĕпе те вăл çĕр утăм тумасть. N. Ун пек çынсем, хам тӳрĕ пулсан та: туса паман-и? пулăшман-и? теççĕ. N. Мана мухтамалла турĕç. Вишн. 72. Çав шыв çулĕ пĕр-пĕр çырмаран, е туран юхса тухĕччĕ, анчах эпир пусă алтса унăн çулне татса, шывне алтнă пусă ăшне пухăнакан тăватпăр. Кан. 3840 кублă метр туса пĕтермен япала (полуфабрикат). Регули 1049. Эп она поян турăм, вăл поян полчĕ. Чăв. й. пур. 26°. Вăл каланă: мĕн тăваççĕ манпа? тенĕ. Вишн. 68. Çапла ĕнтĕ пирĕн кунсерен хамăр ăша е сакăр, е вунă кĕрепенке шыв кӳртмелле. Апла тумасан, пирĕн ӳт туртăнса каять. N. Кĕлеткенне куçне лайăх туман. Глаза у портрета не вышли. Сред. Юм. Ырлăх туни шырлăх туниех мар-ха ô. Если добро сделал — это не то, что худо сделал. Изванк. Мĕн тăвас? Нимĕн тума та çук, хайхи Микул карчăкне (йомзе) пуççапас пулчĕ (пришлось ее просить). N. Мĕн тăва пĕлес манăн? В. С. Разум. КЧП. Ма ута каç яратăр, çухалсан мĕн тăвăр-ха вара (что будете делать)? Регули 49. Хам тумаллине сана патăм. N. Конта мĕн туса тăратăн. || Работать, делать, производить. Орау. Эпĕ аттене сакăр çул кăмака çинче вырттартăм. Кăмака çинче выртнă çĕрте: туни ман, туманни сирĕн, тетчĕ. Регули 580. Тусан порте пулать. Ib. 1258. Ашшĕ пек тумасть, япалана ялан орăх тĕслĕ тăвать. Ib. 670. Çак çын, çакне тăваканĕ вилсе; çакна тăвакан çын вилсе. Ib. 217. Сирĕн тăвакан пор. Ib. 328. Çав çын конта корăнмасть, çак япалана тăваканĕ. Ib. 829. Эп пĕлетĕп çав çынна, çак япалана тăвакан çынна эп пĕлетĕп. Ib. З2. Тумалла пулсан килĕ вăл. Ib. 52. Ĕç тумаллинчен окçа исе поли? Ib. 1503. Эп сана çĕмĕрме (çемĕрмешкĕн) туса патăм-и? Ib. 341. Кăна эп туса. Ib. 1543. Эп тусаттăмччĕ те, йорал полмарĕ. СТИК. Туса-туса, авантарах ту. Раз принялся, сделай как следует. || Альш. † Пятам-пянам килне хăна пулăр: тунă хурçă пулмин те, çăкăрĕ пур. Ib. † Кĕтнĕ хăни эпир-мĕн! пиçнĕ яшки пире-мĕн! тунă хурçи сире-мĕн! || Строить. Юрк. Пурăнма çурт туса хурат. Ib. Çĕнĕ çурт туса пама та шухăшлат. Ib. Чул çуртсем тума пĕлнĕ (умели). Ib. Ялсем, хуласем туса (aedificando). || Выращивать. Ашшĕ-амăшне. Вăл темĕн чухлĕ çĕр тара илсе тырă акса, тĕрлĕ пахча çимĕçĕсем туса пурăннă. О сохр. здор. Халĕ кирек ăçта кайсан та, купăста пит тăваççĕ. Альш. Темĕн чухлĕ хăяр туса, темĕн чухлĕ хăяр сутнă. || Выделывать. Сред. Юм. Покан орине çавăрса тунă (о точеных ножках стула). Чем люди живы. Туман тиртен пулсан та, кĕрĕк — кĕрĕкех. || Мочь, быть в состоянни. Регули 701. Тумалла çын вăл; вăл кона тумалла. Ib. 35. Тумалли çынĕ пур унта. Ib. Кона тумалли çын кайса. Ib. 689. Тăвасси çын çавă. || Трогать, задевать. N. Мĕн тăватăн эс унпа? Что ты там трогаешь? || Творить, создавать. К.-Кушки. Эпĕ вĕçен-кайăк (хут çĕлен) тăвап та, çӳлелле вĕçтерсе ярап. Я устрою птицу (бумажный змей) и пущу ее по воздуху. Юрк. Туса пĕтерсен: епле пур япалине те аван турăм-ши, тесе, шухăшласа пăхкала пуçланă. || Сшить, связать. Янш.-Норв. Кăçал хăй валли виçĕ кĕпе, арçын кĕпи виççĕ, тата хĕрлĕ йĕм иккĕ турĕ (сшила). Дик. леб 43. Вăл çипрен çиелтен тăхăнмалли вăрăм çанăлă вунпĕр кĕпе çыхса ту. || Обрабатывать, производить. В. Олг. Онăн çĕр пор: тырă туат, вутă туат. || Скосить и убрать (сено). N. Утă турăр-а? N. Утă мĕл(л)е турăн? Как ты убрал сено? Календ. Тепĕр çулне çулчĕç, тет те, темĕн чухлĕ утă турĕç, тет. || Сбивать (масло). Урмаево. Хăш куршак сĕтне чăкăт турĕ, тет, хăш куршак сĕтне услам çу турĕ. || Устраивать. К.-Кушки. Пирĕн апата кунта çимелле тумалла. Нам надо устроить так, чтобы обедать здесь. Альш. Ваттисем хăнана кайсан, килте çамрăксем уллах тăваççĕ. Юрк. Пус та туса памарĕ! И колодца не устроил (не нанял вырыть). N. Аннене аван пурăнмалла тăвăр, вăл пире ӳстерчĕ аван. N. Ука тăвăр (складчина?). Нижар. Çак хăтан ĕçкине, такçан та туман ĕçке, килсе курас терĕмĕр. || Совершать. N. Кĕл-туса çӳреççи вĕсем? — йăли анчах. || Составлять. N. Тата сире чăвашла словар тунă теççĕ. Çав словаре, тата ытти хăвăр тунă кĕнекесене мана ярсан, эпĕ уншăн калама çук савăнăттăмччĕ. || Производить. N. Унтан провăд сыпнă тĕлсене изоляци туса тухрĕç. || Варить (пиво и пр.). N. Сăра турăмăр, ака яшки тăватпăр. || Гнать (самогонку). N. Кăмăшка тунă. || Печь, приготовлять. N. Çимĕк иртсенех вырăс эрни кунĕ ирхине теçетниксем кашни килĕрен: ӳчӳк пашалăвĕ тăвăр! тесе, хăваласа çӳреççĕ. || Родить. ГТТ. Ача тăваймасăр вилекен те пур (случается, что и умирают). Буин. Ача туман арăм (чирпе пăсăлнă арăм) хурланать. Упăшки пит пăшăрханать. N. Тата йинке ача турĕ. N. Ача тума тытăннă. У нее приблизились роды. Ст. Чек. Хĕр туни, ывăл туни? || О животных: отелиться, ожеребиться и пр. Скотолеч. 28. Ĕне темĕн чухлĕ лайăх пулсан та, пĕтĕ чухне начар çитерсен, тĕреклĕ пăру тăваймĕ. Чаду-к. Сысна тăвать вуникĕ çура, сутатăп, укçипе пĕр кĕсре илетĕп, вăл кĕсре кашнă çул тьыха тăвать. НТЧ. Çакă ĕнене сĕтлĕ-çуллă ту, кашни çул пăру тумалăхне пар. (Моленье ĕне ырри). || Приносить плод. Баран. 102. Çапла (например), шĕшкĕ çулсерен чечеке ларса темиçе çулччен мăйăр туса тăрăть (приносит орехи). ПВЧ 123. Укушка умĕнчи улмаççи, улма тумасть-мĕн усси? N. Картара омлаççисем омла туса-и, туман-и? Якейк. † Ати карти пилешлĕх, пилеш туман торат çок. Ib. † Ати карти — сат карти, оммине тумаçть — мĕн осси? Шинар-п. Вăрманта çулла шĕшкĕсем мыйăр тăваççĕ, тата юмансем йĕкел тăваççĕ. В. Олг. Омла ту (о яблоке), тьыха ту, пăру ту, потяк ту и т. д. || О новом месяце. N. Çĕнĕ уйăх тунă. Нюш-к. Пирĕн уйăх туни виç кун çитрĕ, уйăх туни ик эрне ĕнтĕ, уйăх тусан çăмăр çăвмалла, теççĕ. || Coire cum fem. Буин. и др. || Совершить что-либо. Тораево. Карчăк тухнă, тет те, хăвалама (преследовать) тапратнă, тет; курчĕ, тет те, кăшкăрма тапратăрĕ, тет: турăн мана, çука юлмала турăн пĕтертĕн (погубила ты меня?) тесе кăшкăрат, тет. || Справлять, праздновать. Юрк. Атьăр халĕ паян, аслă уяв туса, пĕрер курка ĕçсе пăхар, тесе чĕнет. N. Сорхори контах турăмăр. N. Эпĕ килтех çăварни турăм. ЧС. Пирĕн таврара сĕрене мункун икĕ кун тусассăн виççĕмĕш кунĕнче, кăнтăрла иртсен, каяççĕ те, тепĕр ирччен çаплах çӳреççĕ. Абаш. Ачасене çимĕк тума (çăварни, сорхори тума) яраççĕ. || Почитать. N. Аттене атте тăвас, хунчăкама хунчăка тăвас. Лайăхрах пăхса ярас. || Приносить в жертву. N. Сан ачу йĕрĕхрен, сана вăл пĕр така тумасăр та каçарас çук, тет. || Наговорить, заговорить. Альш. Çын туса панинчен вĕрес. N. Тухатмăш тума пĕлекен çын курайман çынна час-часах пĕтерсе хурать. Май килсен е хăйне, е лашине, тата ытти япаласене те туса парат. Кан. Ну, карчăк, ан куллян! Куç турăмăр! тесе çухăрса ятăм. || Совершать обряд. N. Пирĕн ялта кашни çул чӳк тăватчĕç (совершали „чӳк“). || Уговаривать. Ала 2. Çапла туса-туса çӳреме вĕрентсе пулĕ-и, тесе, ĕмĕтленетĕп (надеюсь, но не знаю, удастся ли). || Выдвигать. Альш. Çынна мĕн тăвин — чĕлхе тăват. Главное для человека — уменье говорить. || Выставлять, выхвалять. Альш. Ялан та хăйсенне авантарах туса калаçаççĕ (выставляют с хорошей стороны). || Приставлять (к чему). Янтик. Хăлхине çтена çумне турĕ те, тем илтелерĕ. || Превратить, привести. Орау. Эпĕ ăна питне-куçне чĕп-чĕрĕ юн тăвăп.— Турăн, вилним вăл, сана чĕп-чĕр юн пуличченех хĕнеттерме, ай кăшкăрма çăварĕ çук-и? ТХКА 94. Тытса чарми лашине çапса утми турăмăр. Регули 1056. Шорăран хора полчĕ, пусăкран пĕчĕккĕ турăм. Ала 12. Эпĕ сана хĕпĕртемĕлле тăвăп, а лешне, асту, хурланмалла тăвăп. || Повернуть (к чему). Емелкке-Т. Хăлхăна ман енне туса тăр. Стой ко мне ухом. Ib. Питне ман енне ту. Повернись лицом ко мне. Ib. Çурăмна ман енне ту. Çĕнтерчĕ. Çурăмне кантăк патнелле туса сĕтел хушшине чăлха çыхма кĕрсе ларать. ТХКА 49. Ачасем, ак çапла. Кашкăрсем тапăнсан, виçсĕмĕр те пĕрле, çурăма, ĕнсене пĕр-пĕрин енелле туса тăмалла. Кашкăрсем пире хыçалтан, ĕнсерен ярса илсе туламалла ан пултăр. || Уложить. N. Пырсассăн, пурттине е кусарне юхакан шыв çине çивĕччине çырма пуçнелле туса пăрахаççĕ. || Наладить, устроить. N. Вĕсене куçнă чух пулăшас пулать, вĕсем хăйсем вăйĕпе анчах пурăнăç тăваймĕç! Кан. Мĕнле те пулин пирĕн пата та кино уйăхра пĕрре çитсе тăракан тăвасчĕ. || Изменить что-либо. N. Килнисене кӳрт, нимĕн те тума памăпăр вĕсене, тенĕ. || Решить, принять решение, присудить. В. С. Разум. КЧП. Шемекке (Шемяка) чула курать те: укçа пулĕ, тесе, хĕпĕртет. Çавăнпа Шемекке чухăн енелле тăвать, утне чухăна парать, хӳри ӳссе çитиччен; курпуна кĕпер çинчен чухăн çине сикмелле тăвать. К.-Кушки. Хулана кайма турĕç. Решили итти в город. Альш. Канаш туса хатĕрленеççĕ. Юрк. Пама тумаççĕ. Не решаются выдать (замуж). Ib. Апла пулсан, сирĕн сăмахра итлесе, унта кĕме (поступить) тăвам. Ib. Ĕлĕк тепĕрне илесшĕнччĕ; вăл пымарĕ, тепĕр çынна качча кайма тунă иккен, эпĕ ăна пĕлмесеттĕм. N. Вĕсемпе вăрçма туман. С ними не решили сразиться. Орау. Эпир паян пурсăмăр та киле кайма турăмăр. Якейк. Паянтан малашне ун пек калаçмалла мар турăмăр. Демид. Кăсем кунта ларма тумаççĕ: кунта пысăк шыв, ачасем шыва кайса пĕтĕç, теççĕ. Юрк. Унтан ĕлĕктерех тепĕрне çураçма тусаттăм, вăл тата ĕлĕк хăй савнине сăмах пĕтернĕ пирки пыма тумарĕ. Ала З. Çавна каласан, хĕрне кăлармалла тунă, тет. N. Çавăншăн вĕсем ăна пухăва хăйне чĕнтерме тунă. N. Кӳртме турĕç. N. Ăна сут пилĕк тенкĕ штрав турĕ. || Предназначать. N. Мĕншĕн çак куна курмалла тунă-ши? || Наживать (имущество, деньги). Орау. Эпĕ турăм, вăсам та манран ан юлччăр, çавăн пекех туччăр. Юрк. Каскалама кайса çӳресе укçа тăват. Б. Олг. Пасара антарнă япалая сотас полат, окçа туас полат. Ст. Ганьк. † Ик сар-кайăк эпĕ тытрăм, ик-çĕр манит тумашкăн. Юрк. Ку, пĕр çав ĕçе пĕлсен, ыттисем кĕрешме хăранине курсан, çынсем умĕнче; эпĕ кĕрешетĕп, тет те, 25 тенкĕ, лаша сутса тунă укçине, çĕре кăларса пăрахат. Ib. Çав пуçтарса тунă укçасенчен... N. Хăш чухне юрлă арăмĕн юлашки тенкисене саклата хурать те, пуян валли эрех илме укçа туса каять. || Сделать наклад. N. Хусана килсе хама таккулăхах пилĕк тенкĕ туса каяп (израсходовал без пользы). || Относить к чему. ГТТ. Кунтисем çинчен çырнă çырăвăмра эпĕ кунтисене вир-ялсенчен пайтах уйрăм халăх туса çыртăм. || Капк. А мĕн тăватпăр мĕншĕн хупнипе? А зачем вам знать, почему она закрыта. Регули 53. Он каймалипе мĕн тăвас пирĕн. || С подражательными словами — издавать, производить. Альш. † Чĕнтерлĕ те кĕперсем чăлт та тумасть, йĕс таканлă утсем каçмасан. N. † Виç кĕпер те хут кĕпер, епир каçса килнĕ чух, кăптăр-каптăр тăва юлчĕ.|| С предшествующей частицей „пек“ — делать вид, притворяться. N. Çул çинче тилĕ вилнĕ пек туса выртать, тет. Бес. чув. 2. Лаша унта кăшт çăмăлтарах пулмĕ-ши, тесе, çул аяккинелле туртса пăхам пек турĕ. Юрк. Вĕсенĕн килĕ-çурчĕсене хăне сутнă туса хут çыртаратчĕ. Альш. Юратат ăна (его) вăл, сăмах шанат, пĕрлĕ ĕçнĕ-çинĕ те тăват унпа. N. Азов хулине иртсе кайнă пек туса (притворившись), тӳрем çĕрелле пынă. Юрк. Вăл каллех, тусĕ хăйĕнчен кулат пулĕ тесе шухăшласа: эй, пире юрат-çке, тет, хăйĕнчен хăй ирĕксĕр кулăш пек туса. || Быть принятым. N. Сат картинчи сарă омлине ме татмала тунă-ши (принято срывать)? || Употребл. в соедин. с причастием наст.-прош. времени: ӳкекен ту, ыратакан ту. || Употребл. в чувашизмах. Альш. Вăл епле пурăннине те, калаçнине те итлесе тусах ларман çав эпир. Янтик. † Чатăр картăм улăха, типтĕр, терĕм, хĕвелте, типмерĕ те тумарĕ. ЧС. Вăл вилес-тусан, епле пурăнăпăр-ши, тенĕ амăшĕ чирлĕ чух. N. Ку хирте тырра лайăх ӳстерекен çемçе тăпрана юхтарса кайнă анасем çаралса юлчĕç.— Мĕн тăвассу пур, теççĕ, тыррăна çапах акас пулать. N. Тунăлăху-мĕнӳ!.. Ты ничего не можешь делать (не способен). ГТТ. Куçарас-тăвас тĕлĕшрен ниçтах та юрăхсăрах тунă-хунă мана (нашли меня плохим переводчиком). П. И. Орл. Çапла... Çакăн чул-ха пĕлни-туни (пока узнал только это). Альш. Сĕтел çитти сарăлмас та, тумас та, тет. Торп-к. † Ытармалла мар сана, тытрăм-турăм тотине. || Выращивать. Эпир çур. çĕршыв 14. Эсир çимĕç пахчинче мĕн лартса тăватăр. N. Акса ту, лартса ту. || Ачач. 83. Пилĕкне явса тунă пиçиххи çыхнă.

туй

той (туj, тоj), свадьба, свадебный церемониал, свадебный пир. Н. Седяк. Чăвашсем туйсене çимĕкре тăваççĕ. Туй тăвас умĕн çураçнă хĕрпе каччă венчете кĕреççĕ. Венчет тăваççĕ çимĕкрен маларах. Унтан вара хăтапа хăта туйсене кăçан лартассине шухăшлаççĕ. Обыкновенно каччă ашшĕ хĕр ашшĕ патне килет канаша (на совет). Çак канаша „пăлчал“ теççĕ. Арçын туйне, хĕр туйне кăçан лартассине шухăшлаççĕ. Хĕр ашшĕ каччă ашшĕне ăсатнă чух, çураçнă хĕр вĕсене парне парать те, ӳксе пуççапать, лешсем хăй кинне пахиллеççĕ. Пуççапнă чух, çураçнă хĕр вĕсен урисене тытса пуççапать. Парнисем кĕпепе сурпан пулаççĕ, çак парне панă кĕпе-сурпанпа пӳртри çынсем тутисене шăламçи пулаççĕ. Хăта пăлчал илсе таврăнать килне. Ib. Туй лартни çыннисем пухăнсан (когда соберутся участники свадьбы), пурте турă умне çурта çутса кĕл-тăваççĕ. Унтан вара авланакан ача (жених) ашшĕнчен пуççапса пиллĕх ыйтать. Ача ашшĕпе амăшĕ пиллеççĕ. Туй çыннисем вара кĕлете туй лартма каяççĕ пурте. Туя кĕлетре пуçлаççĕ, унта та сăра, эрех, яшка-çăкăр пулать. Кĕлетре туй пуçĕ туй çыннисене пахиллет те, мăн-кĕрӳпе пур туй çынни юрла пуçлаççĕ; шăпăрçă шăпăр калать. Кĕлетре виçĕ пар ташлаççĕ, тата нумай урăх юрăсем юрлаççĕ, унтан вара пӳрте кĕрсе туй тăваççĕ. Туй кӳртес текен çын пырса туй пуçне илсе каять хăй патне, туй çыннисем кайран тин каяççĕ урăх килле. Пĕр килĕрен тепĕр килле куçнă чухне, туй пуçĕ хуçа сĕтел çинчен çăкăрпа чăкăт улăштарса илет: вăл çур çăкăр хурса пĕтĕм çăкăр илет; чăкăтне те çапла тăвать. Туй пуçĕ çăкăр тултарма такмак çакса çӳрет, такмак тулсан хуçа килне кайса пушатать. Ялти хурăнташсем патне çӳресе пĕтерсен, хăти патне каяççĕ лаша утланса, ялта çӳренĕ чух та утланса çӳреççĕ. Хăти патне 20—30 çын каяççĕ. Хăта хапхине укçа парса уçтараççĕ, укçасăр уçмаççĕ. Теперь хĕр (невесты) хурăнташĕсем арçын туйне хăйсем патне илсе каяççĕ. Хĕр ашшĕ арçын туйне ăсатать хăй патĕнчен. Арçын туйĕ тухса кайсан, хĕр туйĕ хатĕрленет кайма пĕтĕмпе. Хĕр япалине тиеççĕ, арчине, тумтирĕсене, пурне те тиеççĕ. Арча çине хĕр шăллĕсем ларса каяççĕ. Хĕре леçме нумайăн каяççĕ: 25, 24, 26 çын. Хĕр туйĕ хăта патне пырсан, арçын туйĕ тухать те, хĕр куми тавра виç хут çаврăнать, виççĕмĕш хут çаврăнсан кĕрӳ каччи хĕр кӳмине нухайккипе пит хытă çапать, вара арçын туй кĕрет килне. Хĕр туйне кӳртеччен хӳме витĕр пăшал переççĕ. Чир-чĕр кайтăр, усал кайтăр, теççĕ, вара хĕр туйне хăта кил хапхи уçса кӳртеççĕ. Хĕр кӳми пӳрт умне пырса чарăнать, хĕрĕ кӳме ăшĕнче урисемпе хытă ларкăча тапса ларать. Туй курма пынă хĕрсенчен пĕрне кӳмере тапса ларакан çураçнă хĕрĕн урине ĕçерме хушаççĕ. Çавна вĕçерсен, хĕр кӳме ăшĕнчен тухать те, урисене туртакан хĕре çĕрĕ е укçа парать. Хĕр пичĕшĕ хĕре урапа çинчен çĕклесе антарать, кĕру-каччă хĕрпе, хăй арăмпе, ытакласа пӳрте кĕрсе каяççĕ. Пӳртре упăшки турăш патĕнчи сĕтеле каять, хĕрĕ тĕпелти сĕтеле каять. Пӳртре пăртак туй тăваççĕ те, япаласем кӳртме кĕлете каяççĕ. Хĕр япалисем çинче унăн шăллĕсем лараççĕ. Вĕсене, кĕрӳ-каччи (йыçнăшĕ) укçа парса япаласем çинчен антарать, унсăрăн вĕсем анмаççĕ. Хĕр япалисене хĕр инкĕшĕ хатĕрлесе тăрать, кĕрӳ-каччи кӳртет кĕлете. Кӳртсе пĕтерсен, арăмĕпе иккĕшĕ те кĕреççĕ, унччен унта яшка-çăкăр хатĕрленĕ пулать. Кĕлетрен кăларсан çĕнĕ-çынна яшка пĕçерттереççĕ, шыва яраççĕ. Çаксене туса пĕтерсен, туй пĕтет. Хĕр кӳме килекенсем анчах туй туса çӳреççĕ. Хĕр кӳме килекенсене ăсатсан, туй тăнчă пĕтет. N. Арçын туйĕ, свадебная церемония, совершающаяся с жениховой стороны; хĕр туйĕ — то же с невестиной стороны. Ильмово. Çав пӳртре арçын туйĕпе хĕр туйĕ пĕрлех пулать. Изамб. Т. Хĕр туйĕпе арçын туйĕ пĕр кун пуçланат. СПВВ. ПВ. Туй тенĕ çĕре тукмак йăваланать, праçник тенĕ çĕре выртан каска хускалнă, тет. (Послов.). Собр. † Туйăн ывăлĕ тункати, хĕр парса та хĕр илмест. Ст. Шаймурз. Çитсен, туя кĕреççĕ (на свадебный пир). N. † Туйра кашта авначчен парне кӳртсе çак-и-ха? Альш. Вĕсем тухса кайтарасшăн мар, тет: ил çураçса туйпа, тет. N. Ыран Иван туй пуçтарат, тет. (Такмак). N. Той патне кĕр, зайти на свадьбу. N. Той варĕнче йăлт-ялт, йăлт-ялт сиксе çӳрет (пляшет). НАК. Туй тесе ывăл авлантарнă чухнехине калаççĕ, шыльăк тесе хĕр панă чухнехине калаççĕ. N. Пит вăйлă туй тăваççĕ. N. Ыран туй тумалла тенĕ чухне лашине сĕлĕ çима пӳлмене кĕртсе янă, тет. Альш. Ача-пăча туя курма каймасăр: туя тукмак йăваннă, тесе калаççĕ, теççĕ. Курм. † Туин, туин, туй анать, пирĕн Ваçли туянать, пирĕн хăнча туянас. Ст. Чек. Кĕрӳ хăй туйĕнче ташласан, арăмне йывăр килет, тет. Ав Шаппук хăй туйĕнче ташларĕ, тет те, арăме çулталăкченех вилчĕ, тесе, сăмах кăларчĕç. Тĕрĕссипе акă мĕнле пулнă. Куртьтян хăй туйăнче акăшсем патĕнче ташлама тытăннă та, акăшĕ пырса: Куртьтян, эй арăмна вĕлересшĕн-и? ан ташла, тĕсе сĕтĕрсе карĕ, тет. Альш. † Туйăм, туйăм, туй иккен, туй илемĕ çак иккен. N. Кун пек туйсенĕн ăрасхучĕ пĕр çирĕм пилĕк тенкĕрен нумаях ытла пулмасть. N. Вăлă туй туса памари? Ерк. 149. Ахăрттарать яш-кĕрĕм, пуçĕнче туй сĕрĕм. N. Туй хускалать. Начинается свадьба. || Свадебный поезд. Орл. II, 248. Пысăк ялтан пĕчĕк яла туй килет. (Кăвар кăларни). Ала 85. Туй тавăрăнсассăн, темĕн чухлĕ халăх пухăннă, ял-йышсем пухăннă, пурте ĕçсе-çине, савăннă. Ib. 82. Унта ана ĕçтерчĕç, çитерчĕç, тет, унта туй кĕмелле турĕç, тет. Сред. Юм. Туй хапха айне çитсен, кĕрӳ кĕпи çĕлемеççĕ она. (Говорят, если за что-нибудь примутся поздно). Изамб. Т. Танлисна (= Таниле йысна) кинĕ патне Арланкассинчен туй килет, темест-и? Ала 81°. Ваттисем ĕçрĕç, тет, çирĕç, тет, хăççан туйпа килессине каласа хучĕç, тет. Тим-к. Пичĕш панче туй ӳкĕ, шăлнĕ панче çĕр выртĕ. (Пичĕшĕ — кăмаки, шăлнĕ-вучаххи). || М. Сунч. Масар çине çитсессĕн, пытарнă вырăна хĕрессене ватса вут чĕртеççĕ те, йĕри-тавра ларса хыва пуçлаççĕ. Хывнă чухне çапла каласа хываççĕ: пил ту, (ят) ачам, сана асăнса килтĕмĕр, пурăр та пил тăвăр. Ватти-вĕтти, пурăр та (ят) туйне пырăр, пымасăр пĕри те ан юлăр. (Çиччĕш). Чăв. 31. Атя туя! Так зовут покойника на поминки. Ib. Ахаль ташламасăр, юрламасăр тăрсан (на поминках), вилнĕ çынсем ирĕк илеççĕ, тет; вăлсем ташлаççĕ, юрлаççĕ, тет; çав кама пумилкке тăвакан çынна хĕнеççĕ, тет: санăн туйă çапла-и? Ни юрлакан çук, ни ташлакан çук, тесе. Çавăнтан пĕртте ахаль тăмасăр ташлаççĕ, юрлаççĕ. || Празднество. СПВВ. ФН. Ака туйĕ — тырпул праçникĕ. См. ака туй. || В перен. знач. Туперккульос З2. Чăваш çынни театтăра та юратать, анчах ăна вăл туй е камит тет. Альш. Вăл (коновал) кунталла киле-киле каят: ĕçне тăват та, ĕçсе, ӳсĕрĕлсе туй туса каят. || „Собачья свадьба“. Курм. Йытă туйĕ. Орау. Йытă таçта çухалчĕ-ха, туя кайнă курнать. || Узел. Шигали. Чĕр туй, живой узел; вил туй, мертвый узел.

тумра

(тумра), балалайка. СПВВ. Тумра = тăмра. N. † Çак ялăн укалчине тыттарар-и тумра хĕлĕхпе. Утăм 27. Çанталăк та паян çĕнĕ тумра, ашкăнмасть сивĕ çил паян кун; аякри вăрман халĕ ман умра: ытла та савăнат çамрăк чун.

тунтикун

понедельннк. Бгтр. Çипе те тунтикун кăмакана хурсассăн, лайăх пиçет, теççĕ. N. Тунтикун çĕнĕ çăпата сырма, çӳç касма юрамасть, теççĕ. (Поверье). Турх. Тунтикун ырă кайăк тĕк пăрахмаст, теççĕ. Янтик. Халь ĕнтĕ, иртсе кайсан, тунтикун. („Спустя лета по малину не ходят“). Б. Олг. Тунтикон — юрă кон, тенĕ темшĕн.

турткалан

дергаться. КС. Вĕренленĕ лаша вĕренне татасшăн турткаланать. ЧП. Куккасен тур лаши, хăмăт-йĕвенне ытараймасăр, турткаланать турта хушшинче. Кан. Юлашкинчен вара сута параççĕ те, унта турткаланса çӳреççĕ. || Упрямиться. ПВЧ 118. Атте лаши тор лаши, тортин-тортмин хорми пор: торткаланни килĕшет. Никит. Ĕç, Сеппер, ĕç! тет, ан турткалан, пирен мĕн ĕçменни пур. N. Пиртен хăшĕ: эпир каймаллах тухман, теççĕ; тата хашĕ: килте ĕç пĕтерейменни пурччĕ, тесе турткаланса тăраççĕ. Кан. Анчах пустуй, тулăксăр тăкак пулать, тесе, Михалкка хĕсĕнкелесе турткаланать. || Капризничать. Сборн. по мед. Ача турткалансан, йĕрсен, вăл выçăран анчах турткаланни пулмасть. || Жеманиться. Никит. † Ыраш вырма тăрсассăн: çурла касмас, теминччĕ; тулă вырма тăрсассăн, турткаланса тăминччĕ (çĕнĕ çын); урпа вырма тăрсассăн: хăлчăк тирет, теминччĕ. Байгул. Турткаланма мĕн лайăх? Туллă кĕрĕк пит лайăх.|| Колебаться. N. Торткаланса тăрать (тек). Колеблется, не решается.

тустар

, тостар, (тустар, тостар), приводить в беспорядок разметать, расшвырять, разбрасывать, раскидать, перебутырить. См. тус. N. 1) Тусана, пăраха тустараççĕ; 2) тустарас — кирек мĕн япалана арпаштарса, аркатса пĕтерес; З) пробирать, навести страх, трепет. Шел. 62. Ак çамрăксем тухаççĕ тутăр-сурпан пуçтарма, çĕнĕ-çынсем арчипе çӳпçисене тустарма. Ау 18. Анне! эпĕ пĕр лав укçа тиесе килтĕм, эсĕ çӳçне-пуçна тустар, питне хăрăмпа хурат. Тайба-Т. † Шурти шурă тăмана тĕкне-çӳçне тустарнă; йыснаçăмах çарă пур, çӳçне-пуçне тустарнă. Ст. Чек. Тустарасси çăмăл та, пуçтарасси пит йывăр. N. Вĕсем ытти проектсене мĕнле тустарни çинчен каласа кăтартнă. N. Çав хĕрсем пурте çара-уран, йӳне-пилĕк, çӳçне-пуçне тустарса, пуçне ухса, ăйăрсем пек кĕçенсе, сиккелесе пыраççĕ. || Бушевать (о пурге). Ст. Шаймурз. Хиртеех те тăман тустарат. Баран. 161. Пĕр чарăнмасăр вăл темиçе кунччен тустарать (буран). Ашшĕ-амăшне. Ав тăман епле тустарат. || Поднимать пыль. Цив. Тусан тустар. Ib. † Аслăях çулĕ çинчи, ай, тусана ямшăках тустарать; пирĕн пек çамрăк ачасене ялтиех куштан тустарать. Бугульм. † Аслă урамăн тусанне, кил, тустарар пар утпа; ял-ялĕнчи хĕрсене, кил, тустарар каччăпа. || Ездить быстро. Альш. Çӳреççĕ вара лешсем çил пек тустарса, утсем çине утланаççĕ те (подпаски). N. Вăт кайăкпа тилĕ каяççĕ, тет, тустарса: тилли пĕр енелле, кайăкĕ тепĕр енелле. Пазух. Хусахсем утланнă ырă ут ялан тумхах çинчен тустарать. || Опустошать, разорять, разрушать. Баран. 201. Французсем Россияран хăйсем тустарса килнĕ пушă çулпах каялла тухса каймалла пулнă. || Размотать. Тюрл. Çав çын ман япаласене тостарчĕ (размотал). || Размотать. N. Кулаксем колхоза тустарасшăн. || Обижать. N. Семйĕне ан тустарса çӳре. Якейк. Тос, тос, тостар, пистер; ерпес, ерпес, ерпесле, ялан котран тапса сиктер, тос ачакла, тосикла. (Сăвă). || Делать что-либо (метаф.). Кама 80. Паян икĕ машшинпа кăнтарлаччен 7 гектар тустарса ывăтрăмăр. Епле пек, е? Пултаратпăр-и? || Ругать сильно. Альш. Лешсем тухса кайсан, тытăнат та ку тата тустарма: мĕн пур, тесе. ГТТ. Тустарса пăрахрĕ. || Обыскивать, производить обыск.

тутă

, тотă, (туды̆, тоды̆), сытый, сытный; сыто, сытно. Панклеи. Карчăк шу хĕрне пырчĕ те, тотă хырăмпа шу ĕçме тапраттĕр (на сытый желудок). N. Эпĕ халĕ тутă, лайăх пурăнатăп. Ст. Чек. Аллă тăххăрăшĕ тутă çулпа каяççĕ, чи кĕçĕнни, утмăлмăшĕ, Иван ятли, выçлăх çулпа каят (из сказки). || Вкус. Альш. Çăвар тути пит кайнă, епле ăçти çук чуп-тунă. Чăв. й. пур. 30°. Пĕрре пиçнĕ ашпа икшер яшка пĕçерттернĕ, пĕр яшкара ашне çинĕ, тепĕр яшкара: тути тухсан юрать, тесе, шăммине вĕреттернĕ. Собр. Сыпрăм-пăхрăм шерпет шыв, виçĕ кунсăр тути каймарĕ. Сборн. по мед. Чей çине, е сивĕтнĕ шыв çине тутăшăн лимон шывĕ е шур-çырли шывĕ хушма та юрать. Синъял. † Ĕçмен куркан тути çук, юрламан хĕрсен усси çук. Менча Ч. Аш тути кĕрсессĕн (= пиçсессĕн. КС.). См. така чӳкĕ. N. Тути (вишни) йӳçенкĕ тути калать. О сохр. здор. Çавăнпа пирĕн шăммисене вĕретес пулать; вĕсенчен чăнах та яшка çине тутă тухать. Юрк. Тутине пĕлсе çиекен çын, теççĕ. Ст. Чек. Аша тутă кĕнĕ (немного протухло); кунăн шăрши капла та, тути епле-ши? Изамб. Т. Тутине пĕлсе ĕçес-ха. Надо пить так, чтобы узнать вкус. Хора-к. Пĕрне (= пĕр хĕрне) исе каятпăр, теппĕрне пăхса хăваратпăр, тути тутлă пулсассăн, виç контанах килĕпĕр; тути юçĕ полсассăн, виçĕ çолтан та килмĕпĕр. Баран. 133. Минералĕ (упомянутый) шывра ирĕлет те, шывĕнчен çав минерал шăрши кĕрекен пулать; тути те çав тутах калать. N. Муççи, чĕлĕмĕн мĕн тути пур? N. Выльăхсем апат тутине илчĕç. Сред. Юм. Тутине сисрĕ, узнал, что хорошо или нет. Çутт. 49. Çĕнĕ пурăнăç тутине те эпĕ Хĕрлĕ çарта анчах илтĕм. || Полный. ХЛБ. Кирек камăн та вăрлăх валли епле те пулсан аван, таса, тутă тырă суйлас пулать. Изамб. Т. Капан тунă чухне вăта çĕрне нуммай хурсассăн, капан тутă пулат (в середине много снопов). || Сытость. Чув. календ. 1911. Хăш-хăш апат выльăха тутă тытать, хăшĕ тутă тытмасть. См. вăрах. N. Тутта сисни. ПВЧ 126. Унтан кĕçĕн вăта пус пур, хырăм пĕр тутти çав пулмĕ-ши? Регули 426. Пĕр ластăк сĕт тутине кĕрет.

тух

, тох, выходить, выезжать. N. Краснов алкумĕнчен тухнă, тет; мĕнпе çывăрнă, çавăнпа анчах тухнă, тет, пĕр япала та кăларман, тет. N. Уçланка тухрамăр. В. С. Разум. КЧП. Эпĕ пĕр пашалу илтĕм те тухрăм. Я взял одну лепешку и вышел (но: илсе тухрăм — вынес). Кан. Аçтăрхантан юлашки прахут октябĕрĕн 14—15-мĕш числинче тухмалла. N. Ачасем, ăрамра шыв тухсанах, тула тухаççĕ те, каçчен те пӳрте кĕресшĕн мар. СТИК. Ыран ута тухмалла çынсем çависене туптаççĕ. Люди, которые должны завтра выйти косить сено, заправляют косы. ПТТ. Ваттисем ахаль каламан пулĕ çав: çын тухиччен туха пĕлмест, тухсан кĕре пĕлмес, тесе. Токшик. Тула тухасран тухас килет. Истор. Ольгă çыннисем тухакана пĕр вĕлерсе тăнă. N. Çула тухсан тин мана калаçма ирĕк пулчĕ. Шел. 101. Тухман чун, сӳнмен вут, тенĕ пек, халĕ эп. N. Тух тула, сыс пӳрте. (Шутка). Яжутк. Тухĕç халĕ утсампа, çуха тарне кăларапăр. В. С. Разум. † Пусма умĕнчи вĕрене тухмассерен вĕрентет; ăна пĕлнĕ пулсассăн, тата саккăр лартăттăмччĕ. N. Вăл унта тухнă та, сасси тухнă таран: мĕн тăватăр эсир кунта? тесе питĕ хытă кăшкăрчĕ. Изамб. Т. Акă çул ялтан тухать, çавăнпа тӳрех каймалла. Çутт. 62. Хăйăр тухакан вырăн. N. Эсир ман ăшран та тохмастăр. Чув. пр. о пог. 275. Çĕлен-калта хĕвеле ăшăнма пит нумай тухнă пулсан, çăмăр час пулать. Если очень много змей и ящериц выходит греться на солнце, скоро будет дождь. Янтик. Çуркунне тула тухнăçеммĕн тухас килет (кунсем пит ăшăран). Ib. Тухман çын, человек ни разу не выезжавший в период какого-нибудь времени; говорят, если он выедет, то обязательно будет буран или дождь. N. Тухман çын утсем патне тухсан, çумăр пулать. Сред. Алг. Эпир ялтан тухас çук, ăс кĕмесĕр ан илĕр. || Т. VI. Вилнĕ çын куçне уçса выртсан, çуртран тата тухасса, теççĕ. || N. Пасара тырă тухми пулчĕ (тухма чарăнчĕ, привоз прекратился). || Выходить по счету, оказываться в должном количестве. N. Кĕлте тухмарĕ. Толст. Апат çиес умĕн амăшĕ çливисене суса пăхнă та, пĕр çырли тухман. N. Ну вăкăрри те (и бык-то...) питĕ мăнтăр пулнă, тет. Ашĕ хĕрĕх пăт тухрĕ, тет, çăвĕ вăтăр пăт тухрĕ, тет. N. Вара мĕн пур пухнине пурне те çапнă та, унăн çĕр пăта яхăн урпа тухнă (оказалось, вышло). N. Пĕр пилĕк-олтă пăт тохатьчĕ полĕ. || Причитаться. N. Халĕ кăштă укçа пур-ха, Праскура ĕкесем хуса кайнипе 1 т. 50 п. тухать. Вишн. 59. Эсир: ĕçленĕ чух пиртен нумай япаласем тухаççĕ те, çавăнта эпир туртăнатпăр, тенине илтнĕччĕ. || Расходоваться. N. Вара санан уччитлĕри шалу тухмас пулĕ. || Вылетать. ПВЧ 120. Атте килĕ, ай, сала пак, сала-кайăк, ай, тухас çук. || Выплывать. Орау. Çурхи шыв тулăх пулмарĕ кăçал, çавăнпа шывсем ăшăххипе сулăсем Атăла тухиман. || Вытекать. ПВЧ 95. Юман касрăм, ай, пыл тухрĕ, çăка касрăм, ай, çу тухрĕ. Альш. Шăнкăр-шăнкăр шыв юхат, шăнкăртăм хирĕнче çăл тухат. || Истекать (о сроке). N. Çав ката (вăрман татăк) патĕнчи çĕрĕн пĕлтĕр, 1916 ç. срукĕ тухрĕ. || Впадать (о реке). N. Онкă çавала тохать. Онга впадает в р. Цивиль. Альш. Вăл кĕтесре Сĕвене Кăнла шывĕ юхса кĕрет. Кăнла шывĕ пысăк шывах мар. Шывĕ тухнă çĕртех, лапра, ялĕ ларат: Кăнла теççĕ. N. Вăл шыв Сăрра тухат. || Обнаруживаться, распространяться. Панклеи. Нумай та порнмарăмăр, пĕр икĕ эрнерен хай кам вăрлани тоххĕр (обнаружилось). || Образоваться. Ст. Шаймурз. † Хурамаран пĕкĕ аврăм, хĕвелпеле хушăк тухминччĕ. || Восходить (о солнце). Янтик. Эй, хĕвел, хĕвел! Юлашки кун сана пăхса юлатăп. Ĕнтĕ, эпĕ кайсан, эсĕ мансар пуçнех туха-туха (или: тухса) анса тăр. || Уродиться. N. Вăрлăхĕ те тухас çук. Чув. пр. о пог. 468. Çулла тĕтре пулах тăрсан, кăрăç нумай тухать. Если летом часто бывал туман, грибов уродится много. || Всходить (о хлебах). N. Калчасем тĕ ешĕл тухрĕçĕ. N. Тырăсам мĕле туххăрç? || О колосе. N. Ырашсем тата поç тохса тикĕсленчи вара? || Выйти замуж (украдкой). Юрк. Куç умĕнче сарă каччă, тухăп кайăп, мĕн тăвăн? Альш. Тимĕрсел чăвашне качча тухса (т. е. вăрттăн) килет, тет. || Выигрываться. N. Патша хĕрпе окçалла выляса окçа тохмарĕ — çилентĕм, тет Йăван. || Проходить. О земл. Çапла акнă хыççăн вăрлăх витĕнтĕр тесе, çийĕнчен сӳрепе анчах тухаççĕ. || Проходить (в дверь). || Приниматься. N. Çамрăкла ĕçрен юлакан ватăлла (ĕçе) тухать, тет. (Послов.). || Случаться (о пожаре). Шинар-п. Çавăн пек эпĕ астăвасса пирĕя ялта тăватă хут тухрĕ (пожар). N. Çа вăхăтра лапах манăн пиçмо тоххăрĕ. || Выгорать (о деле). Кан. Ну мĕнле? теççĕ пашелсем.— Мĕн мĕнли, ĕç тухмарĕ. N. Ăна тилмĕрсе мĕн тухасси пур. N. Эпĕ шухăшланипе ĕç тухмас ĕнтĕ. || Орау. Вăрман кăçан тухать сирĕн? Когда получите разрешение возить. Альш. Сирĕн кăçал вăрман тухат-и? Удастся вам нынче выхлопотать лес? || Скинуться. Панклеи. Попляканă çĕртех çак арçурин хĕреç тохнă-ӳкнĕ. || Выгружаться. Тайба. Т. † Атăлтан арпус тухат-ĕçке, тулса тухнă уйăх пек. || Выйти из употребления. N. † Порçăн тотăр полăтăм, эп хĕр поçĕнчен тохмăтăм. N. Пирĕн... юрамисĕре тухрĕç, улăштараççĕ çак хушăра. N. Арман тухрĕ, ун вырăнне пĕр çӳпĕ-çапă кăна тăрса юлчĕ. || Появляться. N. Вăл (корь) ачана анчах тухать. N. Çула ача чирĕ тухрĕ, тухтăра шыраса Ишеке çитрĕмĕр, Покровскине те çитрĕмĕр, хулана та çитрĕмĕр. || Проходить (о болезни). Нюш-к. Чир çыпăçнă чухне купи-капанĕпе килет, тухнă чухне йĕп çăрти витĕр тухать, теççĕ. Шурăм-п. Чир тухса кайрĕ. || Окончить. Иваново. Эпĕр хамăр ялтан тухсан, манăн двухклассный школа каяс килетчĕ. || Кончиться, заканчиваться, оканчиваться. Изамб. Т. Час-часах хĕлле, раштав типпи тухсан, ĕçкĕ ĕçеççĕ. Альш. Çĕнĕ-кассăн вĕçĕнче çӳлти эрет тухнă çĕрте. Ст. Письмерь, Ставр. Кăнтăрлахи кĕлĕ мункун кунĕ хĕвел тухас умĕн тухать. Альш. Хăят кунĕ (16 июня) каçпа тин хай кĕвĕ каласси чарăнат: уяв тухат вара. Ib. Михайла эрни тухсан, тепĕр эрне хушшинче. Ст. Яха-к. Çăварни тухса кайнă чухне çынсем пурте çăварния ăсатса яраççĕ. Бюрг. Мункун эрни тухсан ытларикун. Календ. 1904. Вара çăварни тухиччен эрнипех сĕт, çу, çăмарта, пулă анчах çиеççĕ. N. Эпĕ санăн çыруна илтĕм мункуя эрни тухнă кун. || Настаиваться (о чае). Альш. Чейĕ тухаймарĕ-ха. Чай еще не настоялся. || Проходить, проезжать по более узкому месту, напр., по лесной дороге, по улице, по засеянному полю и пр. Трень-к. Пирĕн Чăкăртан киле таврăннă чух пĕр вĕтĕ вăрман витĕр тухмалла. Разум. Пĕр çĕрте çĕнĕ çул (дорога) икĕ халăх çĕрĕнчен пĕрин витĕр тухса каймалла полнă (должна была). Богдашк. † Урамăрсем вăрăм, тухма çук. N. Эпĕ пĕр чăрăш тĕлĕнчеччĕ те, чăрăш витĕр тохса тивĕрĕ мана. || Прибыть, приехать. Сред. Юм. Кăш прахутпа тохрăн? На котором пароходе приехал? || Быть изобретенным. Шурăм-п. Пăрахутсем тухсан (были изобретены) та, çавăн пекех пулчĕ. || Подниматься. N. Мăрьесенчен паян кунĕпе тĕтĕм тухать? || Достаться. Бгтр. † Ой тутри, хĕр тутри, тутри хĕрĕн пулсассăн та, укçи хамра тухнăскер. N. Халăх çине тухрĕç (анасем). Ала 6. Шăпа ячĕç, тет: çав çĕлен урлă каçма кама тухать, тесе. Изамб. Т. Эпир, аван çаран тухнисем, пăсма памарăмăр (не позволили переделять). N. Сана та ним те тухас çук. || Явиться. Синъял. † Турă çырни тухаччен атте патĕнче пурăнтăмăр. || Появляться (об облаках, зверях и пр.). Кн. для чт. I, 15. Каçхине çумăр пĕлĕчĕсем тухнă та, çумăр çăва пуçланă. Синерь. Мĕн пирĕн палумия тухрĕ (что это такое появилось, что ест наши яблоки), тесе калать, тет, ывăлĕсене. || Скипеть. Орау. Вуник минут анчах юлчĕ, сăмаварне лартмастăп та ĕнтĕ, унччен тухаймасть вăл. || Вернуться. Орау. Хам укçа та тухмарĕ. Ib. Пушмака кĕркунне тенкĕ те вунă пус панăччĕ. Хакĕ тухрĕ-ши унтанпа? || Набираться для продажи. N. Сĕлĕ тохмас сотмалăх. Орау. Ку шăмата пĕр пилĕкçĕр хăяр тухĕ-ши? — Мĕн пилĕкçĕрĕ, пĕр икĕçĕр тухĕ. Наберется ли к субботе 500 огурцов? — Где пятьсот, ладно если наберется двести. || Спориться (о деле). Юрк. Ĕçĕ (у него) кĕсем урлă та тухмаст (не выходит, т. е. они ему ни в чем не помогли). Ib. Вĕсенчен кăна ыйтнипе нимĕн те тухманниие курсан, ку татах урах май шыра пуçлат. || В. С. Разум. КЧП. Пьесси те вĕсен кулăшлăрахскер, çавăнпа лайăх тухрĕ. || Чхĕйп. Тата тупăк тунă чух тухнă турпаса пурне те пуçтарса илнĕ те... (собирали). || Стать, сделаться (кем либо). Шорк. Олпута тохнă, попа тохнă. N. Асла тух, мухтава тух. Сред. Юм. Учитĕле тухнă. Доучился до учителя и служит учителем. Рукоп. календ. Прокоп. Начара тух, вĕте тух, вака тух. N. Эмелçĕ хăй пĕлĕвĕ тăрăх асла тухать. N. Санăн варлă çынну, санăн тусу тăшмана тухсассăн, сана вилес пек хуйха ӳкермест-и? N. Вĕсем типсе пĕтсе кайнă хăравçа тухнă, ялан айăплă çын пек тăраççĕ. N. Эсĕ мĕнле чина тухан? || Превращаться, обращаться. N. Аскăнланса çӳрекен çын çемйине тĕрлĕ усалтан сыхлас вырăнне хăй тăшмана тухать. N. Навуса тухнă, обратилось в навоз (о железе). || СРОВ. 11. Ухмаха тухнă-и-мĕн ку çын? Она сошла с ума? || Увольняться, оставить службу. N. Вăл вырăнтан тухатех, теççĕ. N. Халĕ эпĕ вырăнтан тухрăм, ĕçлеме юрамаçть. || N. Пĕр министр ĕçĕпе айăпа тухнă пулсан, вăл айăп ытти министрсем çине те ӳкет. || Потерять образ. N. Ну тулĕк эс этемлĕхрен тухрăн, саншăн кулянап. Микушк. † Çын хурланă пуçăма эс хурласан (обракует, обидит), тухать çамрăк пуç çынлăхран („теряет всякое достоинство и выходит из числа людей“). || Дожить. || Быть в обращении (о деньгах). К.-Кушки. Ку укçа тухнăранпа çичĕ патша улăшăннă. С тех пор, как эти деньги были в обращении, сменилось семь царей. || Ослушаться, перечить. N. Эпĕ хушнинчен ан тухăр. СЧЧ. Çемьесем кирек хăççан та аслин сăмахĕнчен тухни çук. N. Эпĕ каланă сăмахран ан тух. N. Вĕсем сăмахĕнчен тухас мар. || Происходить, образоваться. N. Çак вĕрӳçĕ сăмах тухнă вĕр тенĕ сăмахран. || Вылезать, выпадать. Орау. Пакшан пырши тухнă, тет, хăй çапах тепĕр турат çине сиксе ларасшăн, тет. Чураль-к. Çӳçрен ярса тытсассăн, çӳç тухмасăр ямаççĕ (парни). N. Ăйхинчен вăраничченех ăна пĕтĕм ăшĕ-чикки тухса ӳкнĕ пек туйăннă. Орау. Темскер мăккăли шалтан мăкăрлса тухать (выходит изнутри тела наружу). || Встречать. Сунт. Лисука илме тухакан пулман. || N. Эпĕ кăçал тыр вырма тухаймарăм, икĕ эрне питĕ йывăр выртрăм (лежала, хворала). || Собраться. Альш. N. Вăл хайĕн начар çара-çунине, начар кĕсрине кӳлнĕ те, кайма тухнă. N. Эсĕ каймаллах тухнă-и? Ты совсем собрался? || Приводить. ТХКА 51. Çак çул хамăр яла тухать пулас. Çак çулпа киле каяр. || Начинаться. Ачач 4. Нимĕç вăрçи тухиччен пĕр çирĕм çул малтан. || Употребляется в качестве вспомогательного глагола. Альш. Чăнах та ачи уйăрăлса тухат, е тухса качча каят. N. Ишсе тух, переплыви. Юрк. Тăрахтире кĕрсе лайăх яшкасем çисе тухат. О сохр. здор. Çапла вара пĕр чирпе хăш чухне ялĕпех чирлесе тухаççĕ. Артюшк. Вăл ту патне пынă та, лумпа çĕмĕрсе тухнă (пробил насквозь). Баран. 237. Çанталăк лайăх тăнă чух, çак çула ик-виç кун хушшинче ишсе тухаççĕ (проплывают). N. Кунта мĕн çырнине каласа тух. Произнеси (по порядку все те числа, которые здесь обозначены цифрами). N. Пухăва тухсан-тусан, хайхине пуянсем хутлăхне сĕтел хушшине кĕрсе ларма вырăн та пара пуçларĕç, тет. Орау. Пасар майĕпе кĕрсе тухсан-тусан тем пулĕ-ши: те парĕ, те памĕ ĕнтĕ ку вир-ял (деньги). N. Унта çапăçса кам мухтава тухин, ĕç халăхĕ мухтава тухать. Якейк. Кăк кăларнă чох, чакалтасан-чакалтасан, калаççĕ: халь кăк тоха пырать та-ха (корень при корчевании начал выходить). СТИК. Эп унпа кăшт калаçасшăнччĕ, темле тĕпелелле пăрăнтăм та, кайран пăхап — вăл туха кайнă. Микушк. Эпир пуснă вырăна тивлет пусса тухтăр-и? (Из свад. такмак’а). Изамб. Т. Эпĕ кĕмен! Вĕсем хăйсем вăрласа тухрĕçĕ. Кив-Ял. Емелкке кукăр туя илсе йыхăрса тухрĕ пухăва. Альш. Тепĕр тĕслĕ халăх: тутар, мăкшă, вырăс, хăйне ушкăн лара-лара тухнит (расселились). В. С. Разум. КЧП. Иртсе кайнă чух пирĕн пата кĕрсе тух. N. Пĕçерсе тухаççĕ. ТХКА 5. Аттерен уйăрлса тухнăччĕ. Янтик. Тăваткăл минтер, хăмаç пит, сарса тухăр сак тулли; çак Тимешĕн хĕрĕсене курса тухăр (е: юлăр) куç тулли. ЧС. Вара чӳклекен ăстарик пӳртри çынсене пурне те пĕрер курка сăра ĕçтерсе тухрĕ. (Ача ячĕ хуни). Ильмово. Вырăна çитсен, ăрам пек тăрса тухаççĕ те, такмаксем, сăвăсем калаççĕ. Юрк. Малтан çуна пуçланă çурт çунса пĕтиччен аллă-утмăл килле пĕтерсе те пăрахат (тухат). Истор. Пилĕк сахат хушшинче вĕсен мĕн пур карапне пĕтерсе тухнă. || Так гонят собаку. N. Тох, мар-тох (на собаку кричат). Тюрл. Тох! Пошла вон, цыма, тубо! (отгоняют собаку).

тухса ӳк

выпасть, вылететь. Никит. Икĕ малти шăл тухса ӳкес пек лăканаççĕ. N. Ман сылтăм алăн шĕвĕр порне шыçса пĕр сыппи тохса ӳкрĕ. Собр. Икĕ алăмра икĕ сулăм, пĕри тухса ӳксен, пĕри пур. || Быть выброшену. N. Эпир пĕр-пĕр тинĕс утти çине тухса ӳкмелле. || Вперен. см. N. Эпĕ сирĕн хота исен, воласа пăхрăм та, ăш-чик тохсах ӳкрĕ: çаратса карĕç, тесе çырнă та. N. Хамăн халĕ ĕнтĕ ман, кантур тесен, пĕтĕмпех сехрем хăпса тухса ӳкет. || Износиться. N. Унăн атти чыстах тохса ӳкнĕ, çара-оран пекех çӳрет. Пазух. Лăпсăр-лăпсăр çăпати кăçалхи çул тухса ӳкрĕ. || Исхудать. Яргуньк. Лаши анчах мăнтăрччĕ, тухса та ӳкнĕ (исхудала). || Дожить. N. Хамăр ялсам лайăх пурнăçа тухса ӳкрĕç. Юрк. Вăл çапах та пулин ĕçе паттăр çын, çуллен-çул çĕнĕ тырра тухса ӳкнĕ (у него хлеба хватало всегда до нового). Пухтел. Унпа тухса ӳкеççĕ вĕсем. С этим (хлебом) они смогут прожить до нового урожая. || Забыться. N. Кунта килсен, килти тухса ӳкрĕ. (Письмо). || НИП. Çĕркĕ лартăм та, пĕр сăвă тухса укрĕ. Вчера я сел и у меня написалось одно стихотворение.

тӳн

(тӳн’), опрокидываться, перевертываться. СПВВ. Х. Тӳнес, тӳнсе кайрĕ. N. Сол çинче вакон тӳнсе кайса. Ир. Сывл. 15. Тĕнче тӳнеччен эс те юратăн. || Свалиться, повалиться. Шел. II. 61. Çĕрсе, тӳнме патне çитнĕ пĕр пĕчĕк кĕлетре. СПВВ. Х. Çĕнĕ те çуна, йĕс ӳрече, хăш аяккине ларсан тӳнмĕ-ши? N. Хурăн тӳнсе кайсассăн (когда свалилась). Кан. Начар шăтнă калчасем тӳне-тӳне кайрĕç. || Лечь спать. Орау. Вуник сахат çитрĕ, тӳнес пуль ĕнт (спать лечь, уснуть мертвым сном). Ib. Тӳн, тӳн! Дрыхни! || Умереть. Орау. Тӳннĕ = вилнĕ. См. тĕнт.

тӳпери

находящийся на возвышенности, бугре и пр. N. Хурлăхпа пусмăра, таптаса çĕнĕ çул çине тухакан тăлăх юррине илтсен, тӳпери тăри те шăпах пулчĕ.

тӳрĕ

(тӳрэ̆), прямой. ТХКА 59. Тата сирĕн тăрăхри ялсем тӳрĕ пушăтсене касса пĕтереççĕ. Апла çăка ӳсеймест, пӳртлĕх, кĕлетлĕх пĕренесем пулмаççĕ. || Честный, правдивый. N. † Тӳрĕ хĕре каччă сават. N. Анчах тӳрĕ, ăслă çынна, халăхшăн тăрăшакан çынсене суйлас пулать. N. † Тӳрĕ çын тӳрере: тӳрĕ пулса пулмарĕ, тӳрене кĕрсе пулмарĕ. Эпĕ тӳрĕ çинчен мана ылхансан та çитмĕ-ха. || Правый. || Прямо. Ст. Чек. Изамб. Т. Хĕрлĕ çырсене Елчĕке ярмаккана кайма çĕнĕ Ейпеçрен тӳрĕ. N. † Çӳл-ту çинчен çул анать, хапхийĕ тӳрĕ уçăлать. || Спокойно. В. С. Разум. КЧП. Вăл (аптраса) сценă çинче кулчĕ те, тӳрĕ тăмарĕ. || Мирно, дружно, согласно. Н. Байгул. Вĕсем арăмĕпе пит тӳрĕ пурăнайман. N. Ятне каламасан, тӳрĕ пурăнаймасть, теççĕ. Истор. Ашшĕ вилсен, вĕсем нумай тӳрĕ пурăнайман, час вăрçса пĕрне пĕри вĕлере пуçланă. N. Пирĕнпе тӳрĕ тарăр! Янш.-Норв. † Икĕ касă хĕрĕ тӳрĕ пулсан, выляма лайăх, теççĕ. Сенг. Эпир унпа пит тӳрĕ пурăнаттăмăр. Юрк. † Арлă-арăм тӳрĕ пурăнсан, ĕмĕр иртни сисĕнмес. || Состоящий в любовных отношениях. N. † Ман тӳррине илекен хĕне кайтăр хĕрĕх çул. N. † Каяйрасчĕ çав вăя, пирĕн тӳри çук унта. Шурăм-п. Çĕнĕрен тӳрри пур, теççĕ, çĕнĕрен тӳрри пур, теççĕ. N. † Ай-хай ача ĕлĕкхи тӳрри (ятне) пур, хапхи умне тăрса юлчĕ. (Свад. п.). Шемшер. † Шор шарăх порччĕ ман, çӳçи çокран çыхмарăм; ялта тӳрри порччĕ ман, мăн çын пĕлесрен порăнмарăм. Ib. † Ялта тӳрри порччĕ ман, кориман тăшман сивĕтрĕ. Никит. Марье тӳрри, друг, любовник Марии. N. † Сар ача çăмма ларсассăн: унпа тӳрĕ, ан тийĕр. N. † Эпир савнă туспа тӳрĕччĕ, тăшман пычĕ-сивĕтрĕ. N. Укçинепе тӳрĕ ача тӳртĕн тăрса макрать, тет. || Честно. Собр. Тӳрĕ пурăннине ним те çитмĕ, теççĕ. (Послов.). || Откроенно, прямодушно. Янш.-Норв. Упта вара лешĕ тӳрех калать, суеçтерме юрамасть. Собр. Тӳрĕ калан тăванне юраман, тет. (Послов.). || Без дела. В. С. Разум. КЧП. Тӳрĕ çӳреме анчах-ĕçке, ĕçлеме пĕре те пултараймасть. || Прямизна. Шурăм-п. Хĕвел тӳрре карĕ. || Правда, истина, прямота. N. Усал çынсем ăна тӳрре вĕрентнĕшĕн кӳраймасăр вĕлерттернĕ. N. Эпĕ сана тӳррине каласа парам. N. Кĕвĕсем. Калăрсамăр, тăвансем, чăн тӳрриие: сирĕн чунăр кама та пит савать? N. † Çын хурласан та, эс ан хурлан, пĕр тусăм хăй курĕ тӳррине. || Цель. N. Тӳрĕ кӳреймерĕ. Не попал в цель. || Назв. злого духа. Т. VI. Ехвер Иванин, Утан çитăрăн тур хаяр тӳрри... Сехтийĕн тӳрри... Михеле хурт лартнă çĕрти тӳрĕ. См. йĕрĕх. Ст. Чек. Ăш чирĕ тӳрĕрен. Микушк. Тӳрĕ, дух; чирлĕ çынна çав тӳрĕ лекмен-и? Тяберд. Тӳрĕ — усал. Т. VI. Учук тунă çĕрти тӳрри. См. кĕл-илен. Ст. Чек. Кĕсен-çăпанпа асаплан(тар)акан тӳрре. || Исцеление? Панклеи. Кăрмăша тӳрре каятăп. Опан котне колта-полта тунă (говорит медведь, у которого лисица исцарапала зад. Сказка № 9).

тӳтлĕх

то же, что урхалăх. См. тӳртлĕх. Катерчина. СПВВ. ИА. Çӳл-çӳл ту çине улăхнă чух, вĕр-çĕнĕ тӳтлĕх татлайчĕ. (Тӳтлĕх тесе пирĕн йĕнерчĕк урлă хуракан урхалăха калаççĕ).

тăман

(ты̆ман, тŏман), пурга, буран, метель, вьюга. N. Хирте тăман вĕçтерет. Б. 1З. Тухман çын тухсан, тăман тухать, тет. ЧП. Чалăш тăман çул шăлать. Баран. 87. Кутсăр-пуçсăр тăман тухрĕ. Ib. 161. Çынсем, кĕтӳсем тăман айне пулса вилсе пĕтеççĕ. N. Пĕр виç кун пулчĕ куçа уçса пăхмала мар тăман. Çамр. Хр. Асар-писер тăманĕ тухса ахăрать. N. Куç курми тăман пулчĕ. N. Тăман çусан, ăшăтат (буран и метель), N. Уя тухмалли те çук, тăман мăкăрлантарать. Юрк. Вут хутсан, вучĕ шатăртатса шăрăх çунсан, тăман пулат. Шигали. Тухман çын уя тухсан, тăман тухнă, тенĕ пек, эпĕ Ишеке килтĕм те, ман тĕлтен телейĕ те таçта кайса кĕчĕ. Юрк. Çитменнине тата çанталăкĕ те мĕн тĕрлĕ, куç уçса пăхма çук, тăман пулчĕ. Тулăн-шалăн çуреме çук. Арçури. Тохман çын тохсан, тăман тохать, тет. Якейк. Куç-пуç корми тăман вĕçтерет (буран). Альш. Çуранлă тăман çул шăлать. Изамб. Т. Куçа уçса пăхма та çук — тăман. Толст. Йытăсем тăман кăларса кашкăрпа кĕрмешни курăна пуçларĕ. СТИК. Тăман вĕçтерет, пуржит, мятежно. (В слове тăман — метель, „ă“ короче, чем в слове тăман — невстал). Сред. Юм. Çăмăрĕ: эп çĕр витĕр каяп, тесе калать, тет; тăманĕ: эп йĕп çăрти витĕр кĕреп, тесе калать, тет. (Нар. поговорка). Ib. Тăман поснă, буран застиг. || Снег. НИП. Тăман çăвать. Идет снег (при ветре, в не очень холодную погоду). Абыз. Аялтисем (сидевшие внизу): ак ăш тăман кайăк пуçĕ пек çăвать, тесе хĕпĕртерĕç, тет. Юрк. Шурă хăрпулă çĕлĕк çĕр аллă сум, тăхăнаймăп йĕпе тăманта. Ст. Чек. Тăман пусса илнĕ (не видно дороги, снег залепляет глаза). Т. IV. Çĕнĕ çул каç тăман çукаласан, мăйăр пулат, теççĕ. Якейк. Тăман çăвать = йор çăвать. || Туман. Пшкрт.

халтан кай

обессилеть, занемочь. ПТТ. Çапла вĕсем япаласене (т. е. одежду) халтан кайиччен ытаççĕ те, тин чарнаççĕ вара. (Сĕрен). N. Çĕнĕ çул каçхине йытăсем вĕрсен, çулпа килекен çын шăнса вилет, е аташса халтан каять, теççĕ.

халап

сказка. См. халлап. Ст. Шаймурз. Çĕнĕ çын калать: вăл халап пулат-и, тет, акă сире халлап каласа па-рам, тет. || Рассказ. Икково. Йомах яр та, халап çыр; кил-ха сана пĕр халап калам. Ала 97°. Халапăн вĕçĕ (так написано в конце рассказа. || Речь, разговор, беседа. Абыз. N. Вĕрентекенсем, халăх нумайланнине курсан, хăюлăланса çитсе татах халапсем каланă. N. Халап вĕçтерсе калаçакансем. Ала 90°. Эй тăвансем, хайпăр хăй ачи-пăчине пурте хĕрхенеççĕ, халапра пур, курак калать тет: курак-курак, хура та пулин чĕппĕм хамăнах, тет, теççĕ. Кан. Халапа кĕрсе карăмăр. Мы вступили в разговор. Шарбаш. Калаçсан халап, кассан турпас. (Послов.). Шорк. Халаппи шолтра. Говорят про человека, который говорит громко, не стесняется в выражениях, грубовато, но в то же время все это выходит как-то просто. N. Халап попле, разговаривать (с кем). Кильд. Пĕр-пĕрин халапне килĕштерсе, пĕр-пĕрне юратса пурăнас пулать. || Предложение. N. Пĕр ик-виç-тăват кунтан халапсенчен сăмахсам уйăрса, халапра миçе сăмахне, сăмахра миçе уйрăм сасне пĕлтересшĕн. || Новости. N. Улах халапсене çырса яр, Малишке! N. Ву каласа кăтартрĕ килти халапа пĕтĕмпех. || Слово. ГФФ. † Хоньăм патне килсессĕн поплемессерен ăш халап. Когда приезжаешь к тестю — что ни речь, то приятное слово. || Иногда не переводится. N. Сан мĕн халап пор, хăта? Что скажешь, сват?

халлĕн

употребляется в смысле послелога: в состоянии, в виде (чего). Пазух. † Леш кассенĕн хĕрĕсем вăтăр çула çитнĕ ĕнтĕ: хĕрĕх çула çитсессĕн, хĕр халлĕнех (в состояиии дев, т. е. старых дев) ларас тет. N. Эпир мĕнле халлĕн вилĕпĕр... (в каком состоянии умрем). СТИК. Ахутана карăм та, пĕр кайăка чĕрĕ халлĕнех илсе таврăнтăм (принес живым). N. Çĕнĕ халлĕнех, несмотря на то, что новая. N. Трофима чирлĕ халлĕнех эпĕ Милита хăвартăм. N. Сывă халлĕн тухса кайрăм. Сред. Юм. Пусывккана тырă ямасăр, мăян халлĕнех авăртрăмăр (без примеси зернового хлеба). N. Кĕнекене уçса хунă та, халь те уçнă халлĕнех тăрать (уçах выртать). Турх. Пĕр пуç халлĕн сарăхса кайрăн. Баран. 132. Хăш-хăш меттал: ылттăн, кĕмĕл, шур ылттăн çĕртен таса халлĕн тухать. Ib. 46. Ун пек чух çаран тăрăх ĕрĕхсе çӳреттĕм, чупса пынă халлĕн купа çине сиксе утă ăшне кĕрсех ӳкеттĕм, чикеленеттĕм, йăваланаттăм. Ib. 154. Çав халлĕн (в таком виде) тинĕс хĕрринчи хуласене сутма кăлараççĕ (вывозят на продажу). N. Вĕсем хальхи саманана епле халлĕн çитсе кĕнине пĕлтерсе тăрать. Альш. Леш юппи вăл çав тарăн халлĕнех (оставаясь таким же глубоким) каять юхса хĕвел тухăçнелле, Сĕвенелле.

хаçмăк

(хас’мы̆к), назв. головного убора. Альш. Ку çĕнĕ çынна темĕскер сурпантан тухья пек çĕлекелесе туса хушпу çинчен тăхăнтараççĕ, хаçмăк теççĕ. Ib. Унтан арçын пултăрех кашма айĕнче тăнă çĕртех çĕнĕ çынăнне хаçмăкне вăрлать: сӳсе илет те, илсе тухса каять. Ib. Унтан ку çĕнĕ çынна хаçмăк тăхăнтараççĕ (килĕнтешĕ-мĕнĕ). Хаçмăк вăл сурпанах. Сурпана çурмаран хутлана та, пĕр еннине пĕр тĕлтен çĕлесе янă. Ăна çав çĕнĕ-çын пуçне тăхăнтараççĕ (сурпан-хушпу çинчен). СПВВ. ЕС. Хаçмăк; туйра, хĕре арăм тусан, хушпу çинчен шур пир чăркаççĕ. Туй туса пĕтерсен, вăл пирне тем-тем каласа илеççĕ.

хашаха

(хажаhа), наличник у окна. Изамб. Т. Альш. † Çĕнĕ пӳртĕн чӳречи чĕнтерлĕ иккен хашахи.

хыв

(хыв), скидывать, снимать. М. Сунч. Пурте çĕлĕкĕсене хывса сулахай хул хушши айне хунă. Янтик. Кĕпе тарласа кайнă та, нимпе те хывăнмаст. А.-п. й. 60. Ме хамăнне хывса парам,— тет пукани. Орау. Эпĕ сăхмана алăкран кĕрсенех хывса хутăм (или: хывса çакрăм). Я разделся в передней. Ib. Хыв тумтирне, апат сима тумтирпе лараймăн. N. Атăла курмасăр аттăна ан хыв, теççĕ. (Послов.). Ала З°. Салтак çĕре (кольцо) вараланат тесе, хывса хучĕ, тет, чӳрече çине. Изамб. Т. Акса пĕтерсен мăйĕнчен пăтавккиие хывса урапа çине хучĕ. || Класть, ссыпать. Менча Ч. Эй, ырă туррăм, çичĕ тĕслĕ тыррăма — пуллăма çичĕ пӳлмене хывма парăсăнччĕ. (Моленье „ака пăтти“). || Класть метку (паллă, кĕлеме). Ст. Чек. Вутти çине (на свои дрова) кĕлеме хывнă (положил клеймо). || Ставить что, куда. Альш. † Хура вăрман хыçне капкăн хыврăм. Орау. Çăкăр хывас; салат хывас; кăмакана тыр хывас. КС. Хыв, ставить в печь çаралла, напр., çăкăр хыв, пашалу хыв, çип хыв. (Однако: куршук ларт, чукун ларт. || Çутт. 43. Эпир пурте авăн хывма тухрăмăр. || Складывать. Ст. Чек. Вутăра епле йăнăш хыврăр. || Накладывать на шею. Кан. Паллăран паллă çпекулянт. Аванах ĕнсене хывать. || Набивать (лед). N. Паян нӳхрепе юр хыврăмăр. Орау. Нӳхрепе хывма кӳлĕрен пăр касса кăлараççĕ. || Наливать. П. Пинерь. Сар алтăрпа пыл хывăрăм, ялан шупчăксем килчĕçĕ ĕçлемешкĕн. Сиктер. Сăрана йӳçнĕ чуне те астивмеççĕ, тӳрех пичĕкене хываççĕ. || Лить, отливать, ковать (металл). Янтик. Саратов енчĕк сар енчĕк, тулне пурçăн туртрăмăр, ăшне кĕмĕл хыврăмăр. Ал. цв. Çийĕнче ылтăнтан шăратса хывнă тумтир пулнă. Пазух. † Ĕнтĕ ылттăнăм çук, кĕмĕлĕм çук, услам-çуран хывнă чĕлхем çук. Кĕвĕсем. Услам-çуран чĕлхе хывтартăм ялан хамăр тăвансемпе калаçма. N. Суха тимри хывма. Лашм. † Ылттăн сулă хывса паракана кĕмĕл сулă хывса парăттăм. || Йӳç. такăнт. 10. Пĕр тупанра шăлĕ тухнă, тет. Тупан хывмасăр кулме те юрамасть, тет. || Не переводится. Орау. Якур пĕтĕмпех ашшĕне хывнă (весь в отца). || Установить, наводить, построить, мостить. Султангул. Чупрăмах та антăм та, ай, шыв хĕрне, хусахсем те кĕпер те, ай, хываççĕ. Синьял. Пĕчик çырма, тарăн шыв, кĕпер ан хыв, ут сиктĕр. НР. † Хорăн хоппинчен кĕпер хыврăм. Берестой я мост вымостил. Альш. † Чассавни кассинче каçă хываççĕ шыв урлă. Алших. Çĕнĕрен кĕпер хывса тухрăмĕр. Ау 75. Куртăм, йинке, куртăм, çӳлĕ ту çине çурт хывнă. || Валить, насыпать (насыпь). Альш. Кат (гать) хывнă. || Свить (гнездо). Тим. Симĕс пӳрт тăрринче чăпар куккук çĕрне-кунне пĕлмесĕр авăтат; яла килсе йăва хываччен авăтаясчĕ вăрман тăрринче. || Восстанавливаться. Альш. Вĕсем ӳпке татăлса тухать, теççĕ, çĕнĕ упке хывать, теççĕ (у больных). || Наливаться. О земл. Çу уйăхин пуçламĕшĕнче акса ĕлкĕрейсен, вика Питравкана хутаç хывма тытăнать. || Сметать (стог, копну). О земл. Анкартне куçарсан, капана хываççĕ. Сред. Юм. † Утмăл та карта утине йĕкĕр те капан ут хыврăм. Якейк. Паян эпĕр утă хума каятпăр = утă пуçтарса капана чикетпĕр. Трхбл. † Вуник те купа эп ут хыврăм. ||Надуть, навеять, замести. N. Хĕлле тата яла юр хывса тултарасран сыхлать. N. Йывăç юппине юр хывнă. || Проложить (дорогу, след). Ст. Шаймурз. Çырма хĕррипеле çул хыврăм. Ст. Айб. Аслă вăрман хыçне шур юр çунă, хура сăсăр тухнă та, ай, йĕр хывнă. Трхбл. † Хура вăрман касрăм та эпĕ çул хыврăм. Богдашк. Хура вăрман хыçне эп çул хыврăм. || Копить, наживать. Альш. † Чунне хĕнесе мул хывакан, вутпуççи-тĕр унăн чĕрисем. || Назначить, установить цену. Никит. Хакне икĕ çĕр тенке хыврĕ. || Начинать (дело). ЧП. Хампа харăс хывса юрлакан. Изамб. Т. Ыраш вырма тухаччен пĕр-ик кун малтан çурла хываççĕ. Унтан вара пикенсех (решительно) вырма каяççĕ (т. е. сначала лишь делают почин). N. Çорла хыв, çава хыв, начало жатвы. КС. Çурла хыв еще значит: сделать серп. || Ставить себя (высоко). N. Хама хам çӳле хывса пĕтрĕм. N. Тантăшусем умĕнче пуçна асла ан хыв. || N. Вăл ырра усала хывса инкек тăвасшăн çӳрет. || N. Пĕр ĕçлемесĕр пуçа наяна хывса çӳрекен пулнă. || Ссылаться. N. Ĕлĕк пĕр арăм чире хывнă, тет. N. Ак хай амаçури чире хывса пилешпе палан çирĕ, тет те, ну хăса пуçларĕ, тет. Изамб. Т. Пуçне ухмаха хывнă та каланине те итлемес. || Принимать к сердцу. Н. Седяк. Ырă çынсем çумне ларнă чух ырă сăмахна ăшна хывса лар. N. Вĕсем каланине пурне те эпир ăша хываттăмăр. || Вносить (деньги), отдать, платить (долг). Орау. Ампар тырри кайса хыврăм (в общественный амбар). Ib. Вăйпĕрни хулана куланай хывма кайнă пулнă (внести подати). N. Куланай хываççĕ. N. Пайтаххăн укçа хывакан пулĕ. Кан. Мĕншĕн сутнă таваршăн кассăна укçа хывмарăн? || Приносить жертву. Чураль-к. Ăçта каян, Марина, Марина? — Мăн мăкăр хывма каяп, каяп! См. çимĕк. N. „Вара çав мимĕре „чун пăттипе“ вилнĕ çынна чăн малтан хываççĕ. Хывма чашкă çине хывмаççĕ. Тупăк тунă чух чăн малтан пулнă турпаса илсе кĕреççĕ те, çав турпас çине хываççĕ те, тупăк тунă çĕре илсе тухса ытти турпассем çине пăрахаççĕ“. N. Ак сана эпĕ икерчĕ (е урăх. япала) хыватăп, тет. Ст. Чек. Хывас, вилле хывас (бросают куски пищи и льют пиво). ЧС. Асатте ячĕпе ытти вилĕсем те асăнса ĕçсе çиччĕр тесе хыймаллу пĕçерсе хыврĕç (при похоронах). N. Хываççĕ тесе ак мĕне калаççĕ: умăнта пултăр тесе çăкăр е куймак татса пăрахаççĕ. N. Хывса пĕтерсен, хăшĕ-хăшĕ калаççĕ: тăкас теççĕ; тата хăшĕ-хăшĕ калаççĕ: тăтăр-ха пăртак, çитĕр, теççĕ. Тайба Т. Хвелюк йинкене хывса тăкрăм, çав тытнă пулĕ тесе шухăшлатăп. Ib. „Çĕнĕ тырă ĕлкĕрсен, ăна е сутса, унтан çимелли япала илсен, е çĕнĕ тырăран çăкăр пĕçерсен, çиме тытăниччен вилнисене (ваттисене) татса пăрахаççĕ. Чăн малтан ратнисене асăнаççĕ. Кăна: вилнисене хывнă, темеççĕ,— асăннă, теççĕ. Çемерен кам та пулин чирлесен: ăна вилнĕ çын тытнă, теççĕ. Вилнĕ çын тытсан, хывса тăкас пулать (е хывас пулать), теççĕ. Ратне çынни кăна мар, ялти урăх пĕлĕшкелесе пурăннă çын та тытма пултарать. Хывма çăкăр сăмси касса илсе (горбушку), сăмахсем каласа таткалаççĕ. Таткаласа тăксан, ăна савăт çине хурса хапха тăпсине кайса тăкаççĕ. Вилнĕ çынна пистерес тесен, хывсан тăкма кайнă чух савăтне шăпăрпа хĕнесе тухаççĕ“,— тесе çырнă ĕлĕкхи çинчен. Собр. Хывнă каç тĕнĕ витĕр пăхсан пӳртелле, сĕтел хушшииче вилнĕ çынсем апат çисе ларни курăнать, тет, çав çын вара вилет, пулать. Аттик. Вара чара çине вилнĕ çынсене асăнса çухи, икерчĕ, çăмарта хăпартни, хăпарту таткаласа хыва-хыва çиетчĕç. Чăвашсем 33. Ăна алăк патне çурта хываççĕ, килте миçе вилĕ çавăн чухлĕ çурта çутаççĕ. Юрк. Мимĕр пĕçерсе куçне сарă çу хывса... Сред. Юм. Пĕри итем хыçне тохса хывнă (жертву поставил в поле). Ст. Яха-к. Ватă çынсем, çăварни тухса кайнă каçхине, вырсарникун каç, пурте мар, хăшĕ-хăшĕ анчах выльăх-чĕрлĕхсене, çăварни ернине чипер лайăх иртернĕшĕн, вилнĕ çынсене хывса тăкаççĕ. Хурамал. Мункун иртсен тепĕр куна (понедельник) хывнă кун тенĕ. || Употребляется в качестве вспомог. гл. Демид. Якав пĕтĕм калаçма ăсталăхне кăларса хывать кун умне.

хыпар

(хыбар, Пшкрт: хыβар), весть, известие, весточка, сообщение, уведомление. N. Килти хыпара илтессĕм килет. (Из письма). Макка 130. Хам та çырман та ĕнтĕ, сирĕн хыпара та эпĕ пĕртте пĕлместĕп. N. Эпĕ халĕ вĕсен хыпарне пĕлместĕп. Известий о них я не получал. N. Вĕсем çинчен ниçтан та хыпар тавраш, илтĕнмен. N. Çав пулнă хыпара илтсен, пурте тĕлĕнсе анчах тăнă. Ib. Арăмĕ килте çук хыпара илтсен, çавăнтах ача пек макăрса янă. Ib. Вăл ашшĕнчен арăмĕ ача çуратнă хыпара кĕтнĕ. СК. Санăн хыпара (известие от тебя) илтсен, манăн чунăм савăнать. N. Хыпар ил, получить известие. N. Вăрçă çинчен ним хыпар та пĕлмесп çырма, чарнас хыпарĕ çук. Янш.-Норв. Хамăр илес хăнасе хыпар малтан ятăмăр. N. Сирĕн хыпара (о вас) илтес килет. (Из письма). Пазух. † Хыпар ятăм ют яла, килтĕр терĕм выляма. N. Килти хыпара час пĕлес çук. || Новость. А.-п. й. 48. Мĕнле çĕнĕ хыпарсем? Какие там новости? Ib. 96. Тепĕр икĕ уйăхран, ыраш шăркана ларсан, Сахар илтет çĕн хыпар. Абыз. Кунта ним хыпар та çук-и? N. Килти хыпара пĕлсе килем, тет. N. Кунта çĕнĕ хыпар ним хыпар та çук. Ачач 54. Мĕн çĕнĕ хыпар тавраш илтĕнет-ха Раççей çĕрĕнче? тесе ыйтрĕ ак кайран кĕнĕ пĕр арçынĕ. Самар. Эпĕ сирĕн пата килтĕм ăшă хыпара, тутлă чĕлхене, сирĕн хĕр пур, пирĕн каччă пур, хăталлă пулма пулмĕ-ши? N. Хусанта хыпар епле илтĕнет? Ăшă хыпар пур-и, çук-и? (Из письма). N. Ăçтан пĕлтĕр вăл хыпара? Баран. 62. Хрантсус хыпарĕ пур çĕре те час сарăлса çитет. N. Эсĕ çавăнта кайса пăхса, пиччусенĕн хыпарне пĕлсе килччĕ. N. Хайхи ача тӳре патне хыпар пĕлме пынă, тет. Юрк. Мускавра мĕн ăшă (благоприятную, хорошую) хыпар илтĕн, мана çырса ярса пĕлтерме тăрăш. N. Мĕн хыпар? (Говорят пришедшему).

хыпар-хăмăр

весть, новость. N. Хыпар-хăмăр епле? N. Ку мана, суккăр пулсан та, сăмахран вĕреннĕ çын иккенне чухласа илчĕ те,— хыпар-хăмăр епле? — тесе ыйтать. Сред. Юм. Сирĕн ялта мĕн хыпар-хăмăр пôр-ха кô яхăн-та? N. Ку яхăнта сирĕн ялта мĕн хыпар-хăмар пур-ха? Альш. Манăн унпа калаçмалли нумаях мар: эпĕ çĕнĕ çын-ха, вĕрентсе курман, хыпар-хăмăр пĕлместĕп (не осведомленный).

хумăш

хомăш, камыш, sciopus lacustris. Шибач., Пшкрт., В. Олг. НР. † Атăл урлă леш енче çипрен çинçе хумăш пур. За Волгой, на той стороне, тоньше нитки камыш растет. ГФФ. † Хомăш котне пăр шăнсан, хĕл полнине тин пĕлчĕç. Только тогда узнали, что наступила зима, когда обледенели комли камышей. Шорк. Çĕнĕ йорă тохиччен ăна хомăш йорлат, тет, вара çынсем те йорлама поçлаççĕ, тет; анчах хомăш йоррине порте илтимаççĕ, тăнланимаççĕ, тет. Цив. Пĕвĕм-сийĕм пурччĕ ман, Атăл хĕрĕнчи хумаш пек. Чураль-к. Эпир вуниккĕн пĕр тăван, вуникĕ ана тулă акрăмăр, кучĕ пулчĕ хумăш пек, тăрри пулчĕ пăрçа пек. Хорачка. Хомăшпа лотка (катка) хомăшлаччă.

хур

хор, класть, ставить, положить, поставить, строить. Ст. Чек. Кĕнекене минтер айне хутăм. Я положил книгу под подушку. А.-п. й. 4. Асаттепе иккĕн çĕклесе хума тăратпăр — хураймастпăр. Ib. П. Ваçлей нушана епле лектернине, ăçта хунине, епле çавăнтан вара пурнăçĕ малалла кайнине хунĕне тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕ. Василий рассказал тестю обо всем подробно: как он поймал нужду, куда положил, и как с того времени жизнь у него пошла хорошая. Ib. 71. Илсе хурас ăна кӳме çине, тет вăл ямшăкне. Ib. 71. Вилнĕ кашкăра кӳме çине илсе хураççĕ те малалла вĕçтереççĕ. Ib. 54. Йăви хăвăртрах сивĕнтĕр тесе, чӳрече çине пырса хучĕ. Ib. 94. Шурă халат тăхăнса, тухтăр пекех тумланса, сарă чăматан йăтса, тĕрлĕ кĕленче хурса, ĕне хӳрине чиксе, хуллен утать хулана. Ib. 77. Каçхине Ваçлей лаша кӳлчĕ те, нушана тытса хупнă арчана урапа çине хурса, вăрмана тухса кайрĕ. Вечером Василий заложил телегу, поставил сундук, взял железную лопату и отправился в лес для похорон нужды. Ib. 68. Çăнăхпа пĕрле вăл Пӳрнескене те илсе кĕчĕ, тет те, çăнăхне аламасăрах кăвас хурса лартрĕ, тет. КВИ. Анчах шăлнĕ укçине хăйĕн айне хурса ларнă. ГФФ. † Кăвак сăхман илемсĕр сак çинче хорса каснăран. Серый кафтан некрасив потому, что его кроили на лавке. Регули 854. Ман тырă (тыр) питĕ нумай, ташта хома вырăн топас. Н. Седяк. Вăя пуçланă чух шăпа тытса çăпатасене хурала хураççĕ (кладут под охрану). N. Кĕлте çыхнă чухне çурлана хулпуççи çине хураççĕ. ЧП. Атьăр тутăр кумар-и, варрине хура хурар-и? Янтик. Есир япалусене çакăнта хурайрăр. Ib. Килсен кала вĕсене, япалисене çакăнта хурайччăр. Ib. Эс, Хветĕр, çурлуна çакăнта хурайăр, никам та илес çук ăна. N. Урăх çĕрелле кайса хуман-и? Не положила-ли куда-нибудь в другое место? А.-п. й. 66. Пĕр карчăк кăмака умĕнчи кашта çине типĕтме вутă хунă, тет. Ib. 106. Çавăнта сарайне кайса хур, теççĕ хуçисем. Якейк. Тепĕр рет хорса каяс. Надо начать класть новый ряд (напр. кннг). N. Тăхлаччи пиçнĕ хура пĕр-пĕр савăтпа сĕтел çине пырса хурать. N. Эсĕ лашăна юпа çумне хур, ху тăрăх сак çине лар. N. † Айăм, айăм темесен ая минтер хумĕçĕ. НР. † Çырма орлă каçă хотăм. Мостки устроил через речку. Султангул. † Эсĕ леш енче, тăван та, эп ку енче, кил иксĕмĕр хурар та ай каçмине. Хуратсăн хур каçмине ай çӳçерен, пусмассерен вăль-вăль та ай авăнтăр. Н. Карм. Каçмăрсене хурсан çирĕкрен хурăр, каçмассерен каçмăр авăнтăр. || Прикладывать, приложить. N. Вăл хăлхине ĕçчена çумне хунă та итлет. Он приложил ухо к стене и слушает. О земл. Кĕнеке тăрăх мĕн пĕлнине ĕçе хума тăрăшаççĕ. N. Çитмĕл çула çитрĕм, çын çине алă хурса курман. || Ударить. Альш. Çакă çĕлен Ивана пырса хучĕ, тет (ударил). || Класть больного в больницу. Кан. Кусене эпĕ хамăр Пеловолшск пульнитсине хутăм. Сборн. по мед. Дифтеритпа чирленĕ çынна часрах больницăна хумалла, е ун патне доктора чĕнсе килмелле. || Привернуть (оглобли). Торп-к. Старик вăрмантан килсе торта хочĕ, тет (привернул). N. Кĕркури турта касса тухса хурать те, урапи çине хăпарса ларса, татах малтанхи юррах юрлать. || Пришить. N. Кĕрĕк çине хур. Пришить к шубе (о воротнике). ТХКА. 71. Çăварнире лаша ĕрĕхсе çурна кĕрĕкĕн çаннине çĕнĕ тир татăкĕпе анне пит лайăх сапланăччĕ, йăллисене çĕнĕрен хунăччĕ. || Заплатать. N. Йĕм çине тăхăрвун пилĕк саплак хунă пулнă. || Натягивать (о струнах). Якейк. Кĕслея çĕнĕ хĕлĕхсем хочĕç (натянули). || Набираться. Урож. год. Нӳрĕпе хăват хурса çитĕнеççĕ хумханса (травы). N. Самана лăпкă тăрсан, эпĕ хăват хурăттăм. || Ставить (самовар). Янтик. Кĕпер пенчи сăрлă юпа ут кăкарни пирĕн у ( = вăл), сăмавар хурса сахăр катни шур явлăкли пирĕн у. || Поставить (охрану). N. Халĕ (1906 ç.) вырăнĕ-вырăнĕпе хурал хунă, е салтаксем тăраççĕ, е казаксем çӳреççĕ. || Ставить в банк (в игре в карты). Орау. Малтан пĕрер тенкĕ хурса вылярĕç. Унтан икшер тенкĕ хура пуçларĕç. || Закладывать, заложить. Альш. 15 тенкĕ парса ятăм та, тăлăпне хăварчĕ хурса. Юрк. Хупаха хур. Заложить в кабаке (вещь). Ib. Хупаха хурса эрех ĕçеççĕ. || Начислять. N. Ун чухне банк укçана пит пысăк процента хурса пама пуçланă. || Творить (ставить) тесто, замесить. Юрк. Кăвас хур. N. Кӳптĕрме хур. Сред. Юм. Колаç хорса лартрăм. (Колаç пĕçерме чоста хорса лартсан çапла калаççĕ). Хурамал. Сăрана хатĕрлесен тепĕр кун ирхине икерчĕ хураççĕ те, каç икерчине пĕçереççĕ. || Назначать на место, на должность. Пухтел. N. Сана каллех ĕлĕкхи вырăна хурĕç. Альш. Унта вĕсем хăйсен хутлăхне пĕр хĕрне касначчея хураççĕ. Истор. Аслă княçа иккĕшинчен пĕрне хурасшăн пулнă. N. Пирĕн ялта шкул уçнă, унта çав Волкăва хăйне тиректăра хунă. Чăв. й. пур. 26. Сана куланай пухма хуратпăр. Ib. 26°. Сана куланай пухма хурасшăн, тенĕ. || Определить, установить. N. Вĕсем пĕтĕм халăх çырăва вĕрентĕр тесе çĕнĕ йĕрке хунă. Орау. Атăсене икĕ мăшăрне те кайса парас: хăшне тӳрлетет, вара пĕр мăшăрне хăй илсе тӳрлетнĕшĕн укçа хури (хурĕ-и)? N. Вут тупăнмарĕ, ыттине ĕçе хунă. || Решать. N. Йышăнмасан укçа пама пăрахăç тума хунă. || Накинуть. П. Патт. 13. Темĕскерле çын кĕрĕкне хулпуççи çине хурса тухрĕ. || Прикрытый. И. Тукт. Кайсан-кайсан, Ульянасене пĕр чăптапа витсе хунă лав тĕл пулчĕ. || Приказать, велеть. N. Çаврăнма хуратна, анма хуратна юланут çинчен? (Такмак). || Подать в суд. Чăв. й. пур. 210. Эпĕ каçармастăп, манăн ача вилет, эпĕ сута хуратăп, тенĕ. СПВВ. Сута хучĕç. || Чув. пр. о пог. 278. Хĕлле юр сакăн-сакăн пусма пек картлашкаллă пит нумай хурсан, çулла тырă-пулă пит лайăх пулать. Если зимою очень много насядет снегу ступеньками, как у лесенки, летом хлеб будет очень хороший. || Уродиться, родиться в кого. Юрк. Такам шуйттана эсĕ хунă! Ib. Митукăн амăшĕ те шарт тĕлĕнет: „Ачу масарĕ ку Митук, кама шуйттана хучĕ-ши? Пирĕн йăхра никам та ун пекки çукчĕ-çке“. N. Вăл амăшне те, пиччĕшне те хуман, пит çемçе çын пулнă. Регули 923. Пĕтĕмпех хама хунă. ÇМ. вăт. || Значит, надо полагать (?). Рукоп. календ. 1908. Шикланаççĕ хур.|| Почитать, ставить во что. N. Илтмĕтĕм сирĕн сăмахăра, чунăм чухлĕ хуратăп кăмăлăра. ÇМ. Этем чунне — выльăх чунĕ вырăнне ан хурăр. N. Эсĕ ман сумаха сумах вырне хумарăн. N. Пирĕн ватăсене чыса хураççĕ. Дик. леб. Çакна хăнăрсене чысламалли тĕслĕрен ĕçме-çиме вырăнне хурса выльăр. N. Кăмăл хурса, хĕрхенсе ман айăпа каçарсам. || Составить, сложить. N. Микула геройсене мухтаса юрламалли çĕнĕ юрă хучĕ. || Сравнивать. N. Петĕр çын чĕрине çăлкуçĕ майлă хурат.|| Зачесть. N. Эсир мана ку ĕçшĕн айăпа ан хурăр, тенĕ. N. Мана винавата хуран. N. Çавна та ĕнтĕ айăпа хуратна? || Давать (имя). Яжутк. Пирĕн ялта пĕтĕмпех (все) Шăнкрин ятлă, ахаль пуп çавнашкал хунă. || Девать. Хĕн-хур. Ачасене ăçта хурас! Вĕсене те пăрахас-и-мĕн? Толст. Çиллĕме ăçта хурам-ши? Юрк. Ай-хай, арăмçăм, сарă арăм, çта хурĕç-ши манăн чунăма? Чем люди живы. Кала эсĕ, укçăна ăçта хутăн? тет Матрӳне. Альш. Килĕнче хăйĕн пурлăхне ниçта хура пĕлмен. Ib. Сирĕн пек лайăх çынсем умĕнче ырă сăмахăма ăçта хурам-ши? Ал. цв. Каялла çаврăнса пăхать те, ниçта алă хума та вырăн çук. || Наливать. N. Сăра хур, наливать. || Пить. КС. Сăра ĕçтернĕ чухне: хур, хур, тесе сĕнеççĕ. || Оценивать. N. Хамăрне 50 тенке хутăмăр. Орау. Сурăха пĕр тенкĕ хучĕç. Оценили овцу в рубль. || N. Эсир канаш тăватăр пулсан, эпир ăна пĕтерĕпĕр; эсир пĕр-пĕр сăмах хурсан, вăл сирĕн пулмасăр юлĕ. N. Хампала иксĕмĕр хушăмăра эпĕ сăмах хуратăп. || Быть принятым. П.-Пинер. Пасара кайсан çын вали кулаç илме хуман. N. Уяра хирĕç юпăнчă илме хунă. N. Ывăла шаннă — хуран çеккĕлинчен тытма хунă тет, хĕре шаннă — алăк хăлăпĕнчен тытма хунă тет. || Потратить. Календ. 1907. Çĕре тухăçлăрах тăвас тесен, ăна ĕçлеме вай нумайтарах хурас пулат. || Пожертвовать. N. Вĕсем халăха ирĕке кăларасшăн хăйсен пуçĕсене хучĕç. || Развести (огонь). НР. † Уй варрине вут хуртăм. Среди поля я огонь развела. А.-п. й. 21. Такасем, пĕр-пĕринпе тĕкĕшессине шанса, шăнасран çапă пуçтарса вут хунă. || В чувашизмах. ЧС. Вăл (лошадь) е хирте е картăшĕнче ирĕк çӳренĕ чухне, ун патне тытас тесе ют çын ан пыра хур (и не думай подходить), хăна пĕр систермесĕр шартлаттарса тапса яратчĕ. N. Эпир çав ӳсĕр пекех пулас мар, хамăр ăса çухатсах хурас мар. Халапсем 27. Тархасшăн ан кая хур (не уходи), эсĕ пире тĕрмере çĕртсе пĕтеретĕн. Юрк. Ан кая хур. Не вздумай пойти! Чем люди живы. Çимун Михала ĕçне пырса пăхнă та, шартах сикнĕ: Михала улпут таварĕнчен вилнĕ çын пушмакки çĕленĕ хунă. Конст. чав. Инке каллех: ан ухмахланса çӳре хур эсĕ, ачам, апла, терĕ. См. Магн. М. 263. || В качестве вспомогательного глагола. Оп. ис. ч. II. Виçтерсе хур, эп пырăп. Вели взвесить, я приду (и возьму). Ib. Вăл çаран çине кĕре ан хур — пĕтрĕн вара. Не вздумай пойти на эти луга — погибнешь. ГФФ. † Мана савнă сар ача шотласа хонă ылтăн пек. Мой размиленький красавчик — ровно считанное золото. Оп. ис. ч. II. Лашине витине хупса хурат. Ставит дошадь в конюшню. Ib. Çил тухиччен акса хурас. Надо (заранее) отсеяться, пока нет ветра. Ib. Тĕтĕрсе пĕтерсен, шăналăка карчĕ те хучĕ. Окурив, она задернула полог. А.-п. й. 53. Кашкăр йăпăр-япăр тĕпсакайне анса кайрĕ. Йытти сакай алăкне шăнкăрт хупса хучĕ те, пас кăларса вĕрме тытăнчĕ. Когда волк забрался туда, собака захлопнула крышку, а потом принялась лаять. Ib. 90. Мĕн пур йăвăç купинче мачча кашти курăнмасть. Тупса хурсан кашталăх, тытăнăп тин ĕçлеме. Ib. 91. Çав вăхăтра Сахарĕ çыхать хурать улпута. Ib. 82. Хайхисем килĕшрĕç те, сумккăпа кив капансене улăштарса та хучĕç. Альш. Унтан (она) кукша качакине илет те, хăй качакине çыхса хурат, тет. N. Çапла вара илемлĕ чĕлхене пăсса хураççĕ. Чăв. й. пур. 33°. Ивана хăне ĕçтерсе ӳсĕртнĕ те, пылне вăрттăн илсе хурса сута-сута янă. N. Ухмах çынна ан хирĕçтере хур, вăл тем те туса хума пултарать. Янш.-Норв. Çапла вĕсем вара çураçса хураççĕ те, туй тума япаласем хатĕрлесе хураççĕ. Регули 958. Ĕнер туса хорас мĕн сирĕн. N. Сухи пуçпе сӳрине сухаласа пĕтернĕ ана çинчен тепĕр ана çине кайса хучĕ. Халапсем 15. Хай упанăн икĕ хăлхинчен ярса тытса часах урапине кӳлсе те хурать. N. Агаша йĕре-йĕре Корней пичĕ çине таса тумтир витсе хунă. N. Палач вĕрене хăвăрт туртса илнĕ те юпа çумне çыхса хунă. N. Çитсен (по прибытии) мĕн тăвассине вăл малтанах вĕрентсе хунă. Истор. Ывăлĕсене вăл хăй сывă чухнех пĕрер хула парса хунă. Шăна чир. сар. 19. Шăнасене пистерттерет, нумайĕшĕ тата вырăнтах шăнасене вĕлерсе хурать. N. Пĕр кулак çапла каларĕ, тет: „Пире пĕтĕмпех пĕтерсе хурасшăн“, терĕ, тет. N. Ӳсечен (?) çăнăх исе хурайтăн-а? N. Авал пĕр пысăк пуçлăхран ыйтнă, тет: „ Эсĕ тĕрмене лартакан çынсем хушшинче пит лайăх çынсем те пур-тăр-çке? — тесе. Пуçлăх пăртак шухăшларĕ, тет те, каласа хучĕ, тет. N. Тепĕр çын тата. „Чăн пирĕн çарансем питĕ начар, анчах вăл выльăх çӳренĕрен мар, çулсем çапла килчĕç“, тесе хучĕ. N. „Çапла вăл, Микулай, çапла; Ваçлей пурне те пĕлет вăл“, тесе хучĕ Ерхип. Кн. для чт. 65. Хăйне ниçта кайса хума пĕлмен. N. Каç пулсан пулла кайăпăр тесе ăман чакалтаса хутăмăр. Имен. Ашшĕ ăна хирĕç илме тохать. Алăк оçса хочĕ. Хора-Çирма. Эсир уншăн ятласах хумăр, тесе шутларăм. Думаю (думал), что вы меня не будете за это слишком бранить. (Из письма). Орау. Йăтăнса анса пусса хурĕ (придавит). N. Алтса хур (вырыть). ЧС. Çапла тетен (у брата) сулахай алли типе пуçласан хай этем: „Акă ку керемет çеремĕ хай Михелене мĕн туса хунă, тетчĕ (т. е. что сделал ему киреметь за распахивание киреметевой земли). N. Иле хăйне ырăлăх тунăшăн Якку çапла туса хунă. КВИ. Пиччĕш хăйĕн шăлнĕне чиксе хучĕ укçашăн. N. Хула хапхине хупса хунă. N. Вĕсене епле пĕтерсе хунине (как истребили) илтсеттĕмĕр эпир. N. Чӳрече çумне хĕрлĕ вĕрен çыхса хур.

хур

хор, обида. Собр. † Вăрмантан вăрмана çӳрерĕмĕр, яштак хулă суйласа. Тытам касам тенĕ чух хуралăç пырса хур турĕ. || Поношение, хула; позор, унижение. N. Çын хурри, людское поношение. Шел. II. 60. Е киле кайса кĕрсе ĕмĕр çын хурри пулса пурăнмалла. Ib. 61. Вĕреннĕ ача чухăн çын ачи пулсан та, чухăн çын хĕрне илсен те хур пулмасть. Юрк. Пирĕн пек çамрăк ачасем пĕр нуша курмасăр хур пулмĕ. Пĕр нуша курнă пулсассăн тăхăр тăшман хурĕ вăл пулмĕ. Никит. Çынсем пурте мантан мăшкăласа кулаççĕ, эсĕ ан мăшкăлах, Макçăм хурри ан тăвах. Альш. † Çĕнĕ кассен хĕрĕсем каччă хурри пулайрĕ. N. † Ухă пек пĕвве ӳстертĕм, çичĕ ют хурри пулайрĕ. N. Манăн çапах çын хурри пулас марччĕ-ха. N. Сана хурлакансенĕн хурри мана тиврĕ. || Жертва. Баран. 123. Тутлă ашне кура, вĕсем (птицы) пăшал хурри пулаççĕ. || Несчастье, беда. Бес. чув. 15. Вăл шухăш, çунман пулсан тахăçанах вырăва (ĕçе) килмелле те, анчах çунни ăна хур турĕ. Альш. Ăна каллах Каша таврашĕ пит хур тăвать, çапла иртес тенĕ çынна нимĕнпе иртме памас, иртме тытăнсан вăл та чуптарать, хыçран пырсан ытла хуллен хăвалать лашине. || Страдания. Ст. Чек. Асăнмасан хур туса пĕтерĕп, тенĕ. || Несчастный (Р). Тайба-Т. Кĕмĕлех те çĕрĕ çырулă куç, хур пулмĕ-ши хур (неснастный?) çын аллинче. || Обидно. Ашшĕ-амăшне. Вăл апла сана хур та-ĕçке. Епле апла тăван хĕре пĕр япаласăрах хăварас пулать?

хурăç

хорăç, яство. Магн. М. 116. КС. Пахча çимĕçне, çырла таврашне чăн малтан çияс уммăнь: кивĕ çăвар, çĕнĕ хурăç, тиççĕ. || Трапеза. ПФ. Кĕрекеме хурăçăма стел тули пар. (Из моленья „Сăра пички пуçланă чух“). Т. VI. 14. Е, пĕсмĕлле! турă, çырлах, турă, каçар. Сана асăнатпăр, витĕнетпĕр, çĕрте пиçнĕ хурăç. Ib. 14. Çĕр ашшĕ, çĕр анăшĕ, çĕрте пиçнĕ хурăç, эпир сана асăнатпăр, витĕнетпĕр.

хурçă

яства. N. Çĕнĕ çимĕç астивнĕ чухне калаççĕ: çĕнĕ хурçă, кив çăвар; килес çул кунтан маларах. Альш. Атте-анне килне хăна пулăр, тунă хурçи пулмин, çăкăрĕ пур. Ib. Пиçнĕ яшки пире мĕн, тунă хурçи сире мĕн. Т. VI. 37. Çырлах, çĕнĕ хурçăпа (тырă) асăнатăп, витĕнетĕп, пĕр пĕрчĕ сапса пин пĕрчĕ пар... (Из моленья „Чӳклеме кĕлли“). Собр. Эпĕ хăна пулнă чухне эсĕ ан ӳкĕн, тур ирттере патăр хурçăра (т. е. пусть вознаградит вас сторицею за ваше хлебосольство). Менча Ч. Эй, ырă чӳклемем, çырлаха пар, çунатлă хурăмпа, пиçнĕ хурçăмпа сана асăнатăп, витĕнетĕп, çырлаха пар, ырă туррăм, ырă чӳклемем! (Из моленья).

хуç

хоç (хус’, хос’), ломать, изломать (вещи). Сет-к. Порт аврине темчол хăтлансан та авса хуçас çок. N. Суха-пуçне Хлимансем купăста йăрань сухалама илсе кайрĕç те, хуçса кӳрсе пачĕç. А.-п. й. 47. Тилли каялла çаврăнса пырать те, шĕшкĕ туя хуçса илсе, тытăнать кашкăра ăшалама. А лиса возвратилась обратно, отломила орешник, взяла волка за хвост и ну стегать его по спине. Ib. 103. Ирхине хĕр йĕке вĕçне хуçса илет те, ашшĕне парса çапла калать... А утром она отломила кончик своего веретена, подала его отцу и говорит... Ib. 69. Инке, аяк пĕрчи хуçатăн,— тесе кăшкăрать Пӳрнески кăвас чĕрес ашĕнчен. Аскульск. Тапарах та сикерех, уратине хуçарах, эпир тепĕре киличчеи çĕнĕ урата хурайĕç. N. Тăрăс! тарас! тапар-и? уратине хуçар-и? уратине хуçсассăн авăспалан саплăпăр. Сиктер. Шывăн леш аякки симĕс хулă, хуçаймарăм ывçăм туличчен. N. Хветĕр арăмĕнне канчалаççине хуçса пĕтерчĕ те, вара кăнчалине унича алăк çине ялав çакрĕ. || Сгибать. К.-Кушки. Алă хуç. Самар. Хăшĕ унта ура хуçса ташлат. Тогач. Пĕр карташ сурăх мый хуçса выртĕ. (Кукăльсем). || Складывать. ГФФ. † Хосан çони хоçмала, хоçсан иккĕн лармалла. Казанские сани складные, если их сложить, можно сесть вдвоем. || Заломить (шапку). ЧП. Хуçрăм лартрăм çĕлĕкме. Собр. Туртнă çыхнă пилĕкне, хуçнă лартнă çĕлĕкне, хĕнемен çынна хăвармасть. (Милĕк). || Колошматить. В. Олг. || Изуродовать. N. Микуçа хăй арăмне халăх кĕлечĕ патĕнче çапса хуçна тĕлте çапса хуçна. Кан. Арăмĕн аллине çапса хуçнă. Изамб. Т. Кăна çăварĕнчен, самсисенчен юн киличчен хĕнесе хуçнă. || Ранить. N. Улпут сыснине улт сыснана петĕм хуçрăм та, пĕр кĕлет какай турăм. А.-п. й. 61. Анчах пĕр пĕчĕк вĕçен кайăк, темле ăнсăртран çунатне хуçнăскер, вĕçсе каяйман та, пĕчченех тăрса юлнă. || Юрк. Яшки пиçнĕ, хуçнă, пырас та çиес. N. Çав такана кăçалхи çул çав пирĕн ачанăн туйĕшĕн тытса пуснă, пиçнĕ, хуçнă, çак туй халăхшĕн хатĕрлесе хунă. || Свернуть. Якейк. Йăвана пĕр конта хуçса прахрĕ, темле осал чир полч (свернуло). || Разорять. Изамб. Т. Юрлăскере тата ытларах хуçса каять ĕнтĕ (разорит). Жатва. Вĕсем ниме юрăхсăр пукра пек, кирлĕ мар йывăç пек, тасисенех усал тăвасшăн пурăнаççĕ, кăлăхах тасисен пурăнăçне хуçаççĕ. Ачач 77. Пĕтĕм пурнăçа хуçса хăварчĕ вăл. || Огорчать. Альш. Ашшĕ-амăшне хуçаççĕ (умирающие дети). || N. Хĕрарăмсем сăмах хуçса калаççĕ (или калаçмаççĕ?) || Сăмахпа çапса хуçаççĕ. || N. Шывăн урине хуç = сивĕ шыва лĕп ту. || Плести (лапти). ТХКА 27. Пысăк, йăвăр çăпата хуçса парса тарăхтартăн мана. НР. † Пĕлтĕр хуçнă çăпатине тор-тор! кăçал туса пĕтертĕм, шеремет! Лапоть, начатый (который начал плести) в прошлом году, в этом году доплел я.

хуçа

хоçа (хуз’а, хоз'а), хозяин, владелец; купец. Орау. Ку çăпатан хуçи çта? Юрк. Хуçисем паллă кăна пысăк хăнине тытăнаççĕ мĕн пурĕпе силлеме. Ib. Хуми çӳллĕрен ниепле те тушне (тушу овцы) тепĕр енне ывăтса каçараймасть; хуçи хăй патне пынине курмасăр тек асапланать. ЧП. Пĕр икĕ çавра юрă юрласшăн хаварас мар хуçин кăмăлне. Хуçи хуçа ятлă мĕн, сăрисем пыл пек тутлă мĕн. N. Эсĕ, Марье, нумай пулать-и хуçана кĕни? Кам хушрĕ сана манран иртсе пурăнма? N. Ĕлĕкхи хоçи (мой) тĕл полчĕ. Якейк. Ĕçес-çияс хуçаран, калаçас-колас хамăртан. Кильд. Вара вăл хăй те хуçана ӳкнĕ. N. Хуçанăн сылтăм енче çĕнĕ пӳрчĕ пур, тултан сакăр кĕтеслĕ, шалтан тăватă кĕтеслĕ, çине шатрун виттернĕ, ăшне калтир турттарнă. Çав çĕнĕ пӳрчийĕн сакăрвунă сакăр сакки пур, пĕр саккине пире выляса кулса ирттерме памĕ-ши? Тата унăн çичĕ çулхи вăкăрĕ (вăкăри) пур, мăйраки кĕмĕл, чĕрни ылттăн, мăйракипе çĕр чавать, чĕрнипе çул хывать. Çак хуçанăн аслăк тăрринче пĕр кăркки пур, унăн-кунăн кускаласа çӳрет, уна икĕ çулччен тытайман пусман, халĕ туй халăхĕшĕн тытнă пуснă, сĕтел çине лартнă, çуначĕпе витнĕ. Курм. Хуçа апачĕпе: чăкăтпа, çӳкӳпе. П. Пинерь. Килмĕттĕм эпĕ çак киле, илемлĕ иккен хуçан ĕçкисем. ГФФ. † Эпир контан кайсассăн, хоçи йолать хорланса. Когда отсюда мы уедем, хозяину станет грустно. ГФФ. † Хоçи тохрĕ те курмашкĕн те. Вышел поглядеть хозяин. ГФФ. † Хоçи çӳрет савăнса. Хозяин ходит и радуется. А.-п. й. 18. Утар хуçи илтсессĕн, иксĕмĕрĕнне те тирсене сӳсе кайĕ,— тет. ГФФ. † Порнеллĕ те перчаткă тахнас мар, хоçасен чонне хорлантарас мар. Уж не будем надевать перчаток, чтобы не огорчить этим купцов. ГФФ. † Самар алстоль сар алстоль, Самар хоçи йышăнмасть. Самарский купец не признал за свои самарских желтых толиц. ГФФ. † Номай окçапа мĕн тăвас? Эпĕр хоçа полас çок та, хоçа ятне илтес çок. На что нам много денег? Купцами нам не быть, не нам носить имя купца. А.-п. й. 71. Çав вăхăтра çулпала пĕр хуçа вĕçтерсе килет, тет. || Хозяйство. О землед. Кил-хуçара сухапуçĕсем анчах пулсан, навуслă анасене плуксемпе сухаланă пекех сухаламалла. || Ходар. Пире тата кайăкран-хуçаран, вăрăран-хурахран, вутран-кăвартан, шывран-шуртан, тĕрлĕ хуйхăран, тĕрлĕ чиртен, тĕрлĕ асапран — хăтар пире.

хутшăн

хотшăн, объединяться, совмещаться, быть вместе; соединяться, присоединиться. ЧК. Çак енĕпех пулса иртекен хулари ăмăртăва та хутшăнатпăр. Ib. Учительница хутшăнмасăр ялта пĕр пысăк, ĕç те пулса иртмест. Ib. Çав кун вăл çĕнĕ вăй хутшăннипе тата çамрăклăх таврăнса килнине туйса илнĕ. Сборн. по мед. Ун пек чухне час-часах çăвар тӳпи шăтса, çăвар сăмса шăтăкĕпе хутшăнать. || Прибавляться, прибывать. Абаш. Атăл шывĕ хотшăнать (прибывает). Орау. Çырмара шыв хутшăннă. N. Окари шыв 1 чалăш та 1 аршăн 4 верш. хутшăннă. N. уйăх хутшăнать. || Сообщаться. Собр. Пĕр шĕлепке айĕнче тăваттăн пĕр тăван хутшăннмасăр тăраççĕ. (Капан хумалли аслак) N. Эпĕр вĕсемпе хутшăнмастпăр, не имеем знакомства, несносимся. N. Хурăн йăвăççи хутшăнать, пирĕн хутшăнасси пĕтрĕ пуль. || Собр. Эпир çын çине хутшăниччен хамăр тăвансем те ют пулĕç.

хушă

промежуток, расстояние. Юрк. † Улăх хушши ултă çухрăм, çĕлĕк ӳксе юлайрĕ. Бес. чув. З. Ял варринче икĕ мечет ларса тăнă, хушшисем инçех те мар. N. Кашни йывăçа хушшине пĕрер хăлаç хăварса лартрăм. Ала 54. Çул çинче ял хушшисем инçе, е вунă çухрăм, е вунпилĕк çухрăм. ЧП. Пирĕн хушшăмăрсем пит инçе. N. Хушша пĕрер хунар хăварса... Тим. † Çĕр чăтайми пӳрт ларттартăм, хушшинчен кĕрилтса кастартăм. Регули 102. Воннă çохрăм хошшинче (тăххăр çохрăм иртсен воннă çохрăм шăнче) номай йăвăç касса пĕтернĕ. || Разница. Нюш-к. Пирĕн иксĕмĕрĕн хушшăмăрта асли-кĕçĕнни виç çул та çук пуль. || Альш. Кӳршĕ-аршă хушшинчен кӳл пек сăра турăмăр. || N. Пирĕн хурăнташ, е тăван пиртен инçе пурăнсан, эпир пĕр-пĕринпе хушшăмăра çыру çыратпăр. ЧП. Пирĕн хушма (= хушăмăра) кĕрен тăшмансем. N. Хампа сирĕн хушшăмăра, сирĕнпе хам хушша. || В расчете. В. Олг. Иккĕн хошă татăлса. Ib. Хошă-хопă татăлса. || То место, где соединены два предмета вместе. СТИК. Сĕтел çинче икĕ хăма хушши расах йĕр выртать. Изамб. Т. Китăн шăлĕсем шултăра, усен пĕр-пĕрин хушши пур. Яргуньк. Çав пушмак хушшинчи кĕрпе пăрчи тухса выртса мăн хурчка пулса алтана тапса вĕлерчĕ, тет. || А.-п. й. 56. Йăви пĕр юплĕ йăвăç урлă вăшт сиксе каçса кайрĕ. Кашкăрĕ, пысăк пирки, йăвăç хушшинех хĕсĕнсе юлчĕ. Актай. Кайăк пĕр юман хушшипе йăлт! сиксе каçса кайрĕ тет. || Ыраш 4. Утса пыратăп çак хушăпа хайхи кĕççе пек çемçе çерем тăрăх. Сылтăм йĕнче хайхи пĕве çитнĕ ыраш. Сулахай енче симĕсрех сĕлĕ. || Сам. 67. Лаши чупрĕ юртăпа малти хушшалла. || Промежуток времени. ЧП. Эрне те хушши çичĕ кун. Баран. 140. Хĕллехи сивĕ иртсе сасартăках çула пулса тăмасть: ик хушăра çуркунне пулать. Юрк. Çак эрненĕн хушши çичĕ кун. СЧЧ. Çуркунне мункун хушшинче вилчĕ (на пасхальной неделе). Лашм. Пĕрне-пĕри, тантăш, хытă ан кала, уйрăлас хушшăмăрсам инçе мар. Г. А. Отрыв. † Калаçас хушăсем, ай, сайралчĕç, уйăрлас хушăсем çывхарчĕç. Регули 59. Çӳремелли хошăра коленех çӳресе. А.-п. и. З6. Çав хушăра тилĕ вăшт! тухса сирпĕнчĕ шăтăкран. Ib. 36. Çав вăхăтра эпĕ тухса тарăп та, вĕсем сана пăрахса ман хыççăн чупĕç. Вăл хушăра эс те вĕçсе кайăн,— тет. Ib. 39. Кайăк хыççăн чупса хăшкăлнă хушăра Çахарăв пичкери кăвасĕ веçех юхса тухрĕ. О сохр. здор. Çавăн пек тислĕке нумай хушă тăкмасăр тăрса килте çĕртни хамăр сывлăхах пит усал. Актай. Пĕрре куккăшĕсем пурте пускиле тухса кайрĕç, тет. Çав хушăра (в это время) çавсам петне виç вăрă пычĕç, тет. N. Çав хушăрах, в то же самое время. Шурăм-п. 20. Хушăран-хушăран (время от времени) пуплекелеççĕ (перекидываются отдельными замечаниями). N. Вăл çук çынсене хушăран хушă (по временам) укçса та валеçнĕ. N. Пирĕн кунта пĕр хушăра вăрçă чарнать, тесе пуплерĕç. Регули 123. Апат çияс хошăра онта кайса килет. Ib. 1190. Апат çинă хошăра каларĕ. Ib. 181. Эпир апат çинă хошăра вăлсам ут кӳлчĕç. Ib. 124. Апат çияс хошăран туса илет. N. Эс вăлсампа халапланса тăнă хошăра эп чай ĕçсе тохрăм. О сохр. здор. Ĕçленĕ е çӳренĕ хушшинче тарланă пулсан, çири тумтире хывса пĕр кĕпе вĕççĕн анчах тăма хăрушă вара. Дик. Леб 46. Тата тен санăн хăш чухне пур енчен те чаплă пурăннă хушăранах ĕлĕкхи хăвăн пурăнăçна та астуса илессӳ килĕ. Панклеи. Старик кайăксам ларнă хошăра (пока) холян веçернчĕ те (высвободился), анчĕ йоман котне (слез с дуба). Регули 180. Çомăр çунă хошăра эпĕр йывăç айĕнче тăтăмăр. N. Эпĕр вăрмана кайнă хошăра эсĕ тохса карăн. N. Килтех пурăнатчĕ пулас пĕр хушă, некоторое время, кажется, дома же жил. || Период. Сл. Кузьм. 76. Анчах вăл та пĕр хушă тем чирлĕ çын пек çӳрет. N. Пĕр хушă иртсессĕн. N. Пĕр хушши. Кан. Кăшт вĕреннĕ хушăрах лайăх çырма вĕренчĕç. Чт. по пчел. № 17. Çу каçа вĕрентнĕ хушăран тата пĕрер уйăх вĕрентет. Орау. Иртнĕ çура ĕç çинерех (около страды) пĕр хушă çăмăр пит хытă çурĕ. || В течение. N. Виç сехет хушши кĕнеке вулас пулать. N. Темиçе кун хушши. Кан. 1919. Акă ĕнтĕ хура халăх хăй пурăнăçне юсама тытăнни икĕ çул çитрĕ, икĕ çул хушши хура халăха хăй пурăнăçне юсама пуршуаçи картласа тăчĕ. N. Çын тавлăк хушшинче пĕтĕмпех сывалса çитнĕ. М. Сунчел. Çав çыннăн пĕр эрне хушшинче икĕ ывăлĕ вилчĕ. N. Кĕсре хăмласанах ăна пĕр эрне хушши ĕçлеттерме юрамасть. И. Тукт. Ун пуçĕнче хăйĕн кĕске хĕр ĕмĕрĕ хушшинче пулса иртнĕ ĕçсем пĕтĕмпех вĕçленсе çитрĕç, тусанлă çул кăна çаплах вĕçленмест. Капк. Нумай çул хушши Сахрун хуçа патĕнче тарçăра муталанса пурăннă. N. Çулталăк хушшинче вăл çĕр тавра вуникĕ хут çаврăнать. О сохр. здор. Çапла (таким образом) пӳрте пĕр виç кун хушши уçă тăратас пулать. N. Çулталăк хушши ĕçлесе пурăнсан, эпĕ тата урăх чирпе чирлерĕм. Янорс. Çав çуртсене пĕр вунпилĕк минут хушшинче вут çавăрса илчĕ. Кан. Ултă уйăх хушши чирлисем пурĕ 6589 кун выртнă. || Между, меж, иногда переводится как предлог в, а также к. НР. † Икĕ юман хушшинче. Между двумя дубами. ГФФ. † Çич çул юппи хушшинче çич çул выртнă юр куртăм. Между (этих) семи дорог я увидел снег, лежавший семь годов. ГФФ. † Шăл хошшинчех осраттăмччĕ. Берег я ее (песню), хранил меж зубов. ГФФ. † Шăнкăр-шăнкăр шыв йохать хомăшпа хăях хошшипе. Вода бежит и журчит меж осоки и камыша. НР. † Ыраш хăмăч, хушшинче... В ржаном жнивье... ГФФ. † Пирĕн ĕмĕр иртсе кать шохăшпа хойăх хошшипе. (Ĕлĕкхи юрă). Весь век наш проходит в думах и заботах. (Из старинной песни). А.-п. й. 39. Пытанса вырт тĕм хушшине,— тет улатакка. Ib. 62. Эй, паттăр юман, хăвăн ăшă туратусем хушшине çуркуннеччен куртсем,— тет. Юрк. Йăмра хушшине юр лартсан, çула пыл пулат. Янш.-Норв. Йăвăç юппи хушшине юр ларнă. В. Олг. Лаç хошшинче, между лачугою и амбаром. А.-п. й. 16. Ак пырать хайхискер лăпсăркка юмансем хушшипе. И. Тукт. † Хура шăрçа хушшине те йĕпкĕн мерчен ан тирĕр. Альш. Етремен хушшинче çуркунне пĕтĕмпе шыв юхать. Ачач 109. Чупсан-чупсан, пĕчĕк вар хушшинче тата тепĕр икĕ ачана хăваласа çитнĕ. Ib. 36. Ирхине вĕсене, е уроксем хушшинче тултан класалла аран-аран кĕртетĕр. Чт. по пчел. № 17. Вăйпа ĕçленĕ хушăран пуçпа та ĕçлесен... Регули 1152. Çынсам хошшипе чопса кайрĕ. Ib. 1153. Ик йăвăç хошшине çакрăм. Ib. 1469. Ир те каç анчах çырать; аттипеле ман хошăра ларчĕ. Ib. 1046. Иксĕмĕр хошăра ойрăпăр. Юрк. Хамăр хушшăмăрта калаçса ĕçе пĕтерме пулат (сладиться). Сред. Юм. Тем сăмах хошшине тăрса йолчĕ. (Каламалла сăмаха сăмахланă чохне калама астумасан çапла калаççĕ). Б. Илгыши. Мучи, мучи, мулаххай, мĕн мулаххай сулахай, пришёл патне вир патне, çерки патне сӳс патне, ула качака хушшипа, кама юратан, Микула? Регули 1154. Вотă хошшинче топрĕ. Ib. 1096. Сăхман хошшинчен (хутĕнчен) топрăм. N. Чакак, чакак, чакаклать çичĕ хула хушшинче. Ачач 19. Шахрасатă, пин те пĕр каç хушшинче тĕрлĕ илемлĕ юмахсем каласа, усал патша кăмăлне çавăрнă пулать. Регули 1191. Апат çинă хошша çитрĕм. || Регули 1372. Пирĕн хошшарах хор. || В середине. N. Çавăнтан кайран анаталла аннă чух питĕ хăраттăм: е ачисенчен малтан анаттăм, е хушшинче анаттăм, || Среди. N. Çав хушăра хăшĕ çыру пĕлсе, çав хушăрах тата çыру пĕлменнисем те пур. НР. † Ул-тантăшсем хушшинче... Среди парней-сверстников. || Промеж. Образцы. † Ылттăн кăвакал çуначĕ хушшинчен кăвак пĕлĕт курăнать. || По. А.-п. й. 15. Ак пырать хайхискер чăтлăх вăрман хушшипе. || За. N. Сахар сĕтел хушшинче çаплах юрă юрласа ларать. Захар, сидя за столом, распевает песни. Юрк. Пурте кĕрсе, тĕпелелде иртсе, сĕтел хушшинелле кĕрсе ларăр (гостям). В. Олг. Кăмака хошшинче, за печкою. || Иногда не переводится. НР. † Орам хушши такăр мар. Улица не гладкая. ГФФ. † Орам хушшинчи йомрийĕ, кайăксем тăрса кайсассăн, йомри йолать хомханса. Когда с ветлы, растущей на улице, улетят птички, тогда она так и заколышется. Альш. Шари-шари кăшкăраççĕ, урам хушшине ян çураççĕ. Собр. Çĕнĕ ял урам хушшине кĕленче сарса тухнă-ĕçке.

хăймала

хăймалла, изобилие. Орау. Çак çĕнĕ çăкăр-тăвар çине çăкăр-тăварпа хăймаласа (о меде) лĕпĕр-лĕпĕр туса (жидкое) ĕçме-çиме пар, турă. (Из моленья). N. Хăймаласа пыл тытма, çӳпçелесе çу тытма пар. (Из моленья). Т. VI. 64. Хăймалла тытмалăх пар. Дай довольство, чтобы не стыдно было перед людьми. (Из моленья).

хăвала

гнать, пригнать, гнаться, преследовать. КВИ. Çӳрет тукмак (волк) кăнтăрла, çӳрет тукмак çĕрĕпе, пырса кĕрет ялалла, çын хăвалать йыттипе. С. Айб. Шур кăвакал чĕппи кӳлĕ урлă, х(ă)валаса каçасчĕ кӳл урлă. А.-п. й. 3. Хăвалама тытăнтăмăр. Ib. 39. Пуян Сахар кайăка хăваларĕ-хăваларĕ те, нимĕнсĕрех килне тавăрăнса кайрĕ. Ib. 31. Тытăнчĕç хайхисене ĕсĕрлентерсе хăваламашкăн. Ib. 31. Эх хăвалаççĕ, эх хăвалаççĕ, хыçалтан тусан кăна мăкăрланать. Ib. 34. Пуçланă хăвалама. Хăваласан-хăваласан, аякрах та мар пыракан тилĕ вăшт! анчах чăмать пĕр шăтăка. Ib. 36. Трашка ачисем, икĕ кайăка хăваласа, пĕр кайăк-сăрах килне таврăннă. Ib. 25. Темĕн-темĕн калать вăл, ăçтан хăваласа кăларăн ăна? — тесе калать тет вăл. Ib. 97. Хушрĕ улпут тарçине пĕр лашине тăварса хавалама çав çынна. Ib. 84. Иванĕ аран-аран сумккине хăваласа кĕртрĕ салтакĕсене. Никит. Çав хура пусăрах Сеппер кĕтӳç те, вăрăм чăпăркка тăсса, кĕтӳ хăваласа çӳрет. Иванова. Вара вĕсем мана хăвала пуçларĕç. N. Çил хăваласа çӳрет. Аттиково. Пĕр кĕркунне авăн çапнă вăхăтра, манăн пичче, уя лаша (лошадей) хăвалама кайсан, (т. е. ловить их, пригнать домой) пуç ыратать, тесе килчĕ. ЧС. Чирлĕ çын пулсан, чирне хăваласа кăларатпăр. Г. А. Отрыв. Кантур çурчĕ тума (Ассакассине) халăха пĕрене кӳме хăваланă (погнали). Орау. Эп килелле хăвалап (ухожу). N. Хăвала! Валяй! (т. е. иди). N. Вăл çын хыçĕнчен хытă чупса хăвала пуçланă (погнался). Утăм. Унта йыт çури тухса ман хыççăн хăваларĕ (преследовал меня).— Мана та унта йытă хăваларĕ. N. Ыттисем унăн сăмахне итлерĕç, тет те, тавай хайхи çынна хăвалама. Шинар-п. Унта ăна полицейскисем палланă та, хăвала пуçланă. N. Вăл çулпа пынă чухне ăна хирĕç икĕ кайăка çӳрекен çынсем кашкăр хăваласа пыраççĕ мĕн. || Охотиться. Хурамал. † Хура пусă такăр пулсан, кил хăвалар тилĕ юр çусан. || Шугать. Орау. Лашан хăй çине ларакан шăна-пăвансене хăвалама хӳре пур. ХЬ. Хăвала = хуйхат, шугать. Ib. Такăш хăваласа кайнă тийăн, ăрамра пĕр çын та çук. С.-Устье. Çак охотник çӳресен-çӳресен пĕр кайăк хăваласа ячĕ тет. || Собирать. Николаев. Вăйă хăвалама пĕр çын юлмичченех çак йĕркепе пырать. Чаду-к. Унта вăл упа курнă. Яла килнĕ те, халăх хăвала пуçланă. Çынсем вăрмана карĕç те, упана пирĕн яла хăваласа килчĕç. Сиктер. Каяс кун пĕр кун малтан теçетниксем пĕтĕм яла килĕрен пĕрер пашалу пĕçерме кĕлĕ тума каяссине пĕлтерсе хăвалаççĕ. || О землед. Чĕри юн хăвалать. || Юрк. Тытăнат урам тăрăх икĕ енĕпе те хăваласа пыма (пожар). || СТИК. Тьыха та çав ача пекех амăшнех хăвалат (= амăшне хурат). || Альш. Çулла ĕç çинчех вĕсене ашшĕ-амăшĕсем: пукрава илсе кайăпăр тесе, йăпата-йăпата ача пăхтараç, ăна-кăна ĕçлеттерĕç. Çавна халĕ хăвалаççĕ вĕсем: хăшне çĕнĕ çĕлĕк илмелле, хăшне çĕнĕ явлăк илмелле, хăшне атă, хăшне пушмак туянмалла. Учите детей. Кирек мĕнле çын та çамрăкранпа ашшĕ-амăшĕ килĕнче мĕне курса ӳсет, çавна юратать, çавна хăвалать.

хăть

хоть. Регули 1544. Хăть çĕнĕ, хăть кивĕ, çавах мар-и? Ib. 1545. Хăт кайччăр, хăть ан кайччăр, эп каймастăп. N. Эсĕ патрет ӳкерсе хăвартăн та, мана макăрма полчĕ хăть. Кан. Ĕç паракан пиршă хăть черете те çырмарĕ, тет вăл хăйĕн çырăвăнче. ГФФ. † Хăть хорлăр та, хăть мохтăр... Хоть хвалите, хоть хайте...

Кураткав

назв. русск. сел. Кроткова, в 18 км. от с. Елаура, б. Сенг. у.; Çĕнĕ Кураткав, назв. русск. сел., Никольское. Елаур. Çав ял çыннисем Кураткавран куçса ларнă та, ял пуçласа янă (основали).

куç

(кус'), передвинуться, переселиться, переходить с места на место, переместиться. Юрк. Чĕмпĕртен кайнăранпа виççĕмĕш вырăна (должность) куçрăм. Ib. † Укçи мĕн тарăн пулсассăн, курки куçса пырат-çке. Ib. † Эпир чĕнсен, хăр (= хăвăр) пытăр, шурă çăмарта пек куçайса (надо: кусайса?). Ск. и пред. 37. Мăн шыв хумĕсем кулса куçаççĕ, симĕс курăкпа пăшăлтатаççĕ. Çутт. 53. Кĕркунне пулсан, стантсă пасарне тырă, пахча çимĕç, утă-улăм куçать (привозятся во множестве). Пролей Каша. Чĕри куçнă. Сердце сдвинулось с места (от испуга; дело окончилось смертью). N. † Çӳлте çăлтăр миçе-ши? пăхмассерен куçмасть-ши? Орау. Пăр ку енне куçса килнĕ. Лед прибило к этому берегу. Ib. Кимĕ çинче иккĕн пĕр-пĕрин вырăнне куçса ларма (пересаживаться) тытăннă та, кимми темĕскерле ӳпеленсе кайса, кăсем шыва кайнă. Ib. Тепĕр вакун çине куçса лармалла илтĕм. Я взял билет с пересадкой на другой вагон. Ib. Халăх куçса çӳрет (снуют). Сред. Юм. Ачипчи-мĕнĕпех куçса килнĕ. Приехал (или пришел) со всеми детьми. Календ. 1907. Çĕнĕ çĕре куçнин чи хĕрӳ вăхăтĕнче те, халăх Çĕпĕре чи вăйлă куçнă вăхăтра (1895 çулта) çулсерен 200 пин çынтан ытла куçман. Ал. цв., 5. Ăна хăй умĕнчи йывăçсем куçса ларнă пек, çăра йывăç тĕмĕсем уçăлса тăнă пек туйăнса пырать. Альш. Элшел куçат вара Пукрава («ярмăнккана каяс» тессине «Пукрава каяс» теççĕ, çаплах). N. Çар шутсăр куçат, нимĕн майĕ çук. || Развалиться, сползать. Тюрл. Вăт шаршăнĕ куçса кайрĕ (развалилась). N. Çĕр чĕтĕренипе нумай çуртсем куçса пĕтнĕ. КС. Çĕр куçса анать (сползает). Альш. Вăл карта (ограда) çĕрсе, куçса пĕтнĕ. Кан. Çыран куçса хăпарнă вырăнта пылчăка ларасран кĕпер тума тытăннăччĕ. || Наполняться водой? Юрк. Варсем куçа пуçларĕç.

кут

кот (кут, кот), nates; зад, круп (лошади); cunnus. N. Кĕркуннеччен кунтах пурăнатăп-халĕ, хăнк та тумастăп (и усом не веду): кутра шăлавар пур. Якейк. Паян кот хыçма ерçмесĕр ĕçлерĕм (работал без единой минуты отдыха), вăл тата: ним те туман, тит, (а он говорит, что я ничего не делал). СТИК. Кутне куршанкă çыпçăннă, тесе выляса чупса çӳрекен ачана ĕç кутне (к делу) тăратсан калаççĕ: кутне куршанкă çыпăçрĕ ĕнтĕ, ĕнтĕ тек янкаса çӳреймĕ. Вăл, ĕмĕрлĕхе ача вăййине (детские забавы) хăварса, ĕçе тытăнни пулат. Сред. Юм. Халь хĕлле пôлнă та, пĕчик ачасĕн кочĕсем хĕсĕннĕ (им прижало хвосты-то!), пĕри те орама тохаймаççĕ. Шибач. Онта пычĕ пĕр пăлатньăк, кот хыçне портине чикнĕ (с топором за спиной). Якейк. Шойттанăн сехри хопса тохрĕ. Кота хорт кĕнĕ пек коскалат анчах. Ib. Вăл чĕлĕм тортать-и? — Тортма мар, котран кăларать! (очень много курит). || Основание. Ала 29. Пат-пат-парапан, парапан кучĕ çурăлчĕ. N. Хуран кучĕ. Дно котла. || Пень. Ой-к. † Йăвăç кассан, кут юлать. М. Васильев. О хорама кончен (= котĕнчен) те ыраттара пуçланă çынсене (киреметь). Абыз. † Тăхăр юман пĕр кутра, тураттисем пĕр майлă, çулçисем çил майлă, эпир хамăр çул майлă. Якейк. † Ик шмат-кĕпçи пĕр котран, татрăм çирĕм — тути çок. || Комель. Тайба. † Шыв хĕрринчи кĕпçене кутне кас та, шыва яр. Изамб. Т. Кантăр ĕлкĕрсен, ăна татаççĕ те, кутне касаççĕ. Яргуньк. Çынĕ каланă: кăçăл та тулă акăпăр, эсĕ кутне ил, эпĕ тăррине илетĕп, тенĕ. Чураль-к. Эпир вуниккĕн пĕр тăван, вуник ана тул акрăмăр; кучĕ (хăмăлĕ) пулчĕ хумăш пек, тăрри пулчĕ пăрçа пек. Ала 14°. Çавă йăвăç кутне виçĕ чалăш чавсассăн, унта выртать пĕр тимĕр. || Корень (числительное слово). КС. Çĕр кут палумми йывăççи лартрăмăр. || Употребляется в качестве послелога. Альш. Этемсем вут кутĕнчен (с пожара) тарнă. N. † Çĕнĕ çăпата, шур чăлха, çырма кутне (на речку) ансассăн, йĕпенессĕн туйăнать. N. Çырма кутĕнче (у речки) пĕр тĕлте, нумай пулмас, çерем пурччĕ. N. Çав кӳлĕ кутне (у озера) Сахрун ятлă чăваш йывăç пахчи тунă. Образцы. Кăвак-кăвак кăна кăвакарчăн, йăви кутне (к гнезду) пырсан, савăнать: Ib. Эпир кĕр кайас çук, çур килес çук, атте çумне кил-çурт хушас çук, кĕреки кутне (за его стол) ларса юрлас çук. Т. VI. 46. Шыв кутĕнче ытла сăмах-юмах пулмарĕ-и? Çырлах! Ст. Дув. † Сарă хĕр сана ăçтан курам, кил чӳрече кутнерех. ЩС. Çăл кутне ма пытăн? N. Пĕтĕм ăш çӳле çĕкленсе ухаççĕ те, вара апат кутĕнчен те апат çимесĕрех тухса каятăп. Кан. Пĕр сĕтел кутĕнчен тепĕр сĕтел кутне çӳрерĕм (в присутственном месте). Альш. Эпир хамăр пусă кутнерех пурăнатпăр. СТИК. Вут кутне (к огню) пыма хăрушă. Сред. Юм. Пос котне йолаччин çапах ĕçлеççĕ (кончают полевую работу после других). Ст. Чек. Витре пус кутĕнче ларат. Ib. Алăк питĕркĕччи кĕçналăк кутĕнче выртат. Г. А. Отрыв. † Савни каланă сăмаххи халь те чĕре кутĕнче.

кутăн

котăн (-ды̆н), задом, задом наперед, шиворот на выворот. Орау. Пĕренесене кутăн турттараççĕ: тăррине çуна çине хураççĕ, кучĕ çĕтĕрнсе пырать. Шарбаш. Иопа таврашне котăн ан лартăр: лайăх мар. (Поверье). N. Ачи кутăн тухнă. N. Çĕклесе тухаççĕ кутăн (покойника): урисене малтан, пуçне кайран. Шурăм-п. Пăрахса (жертвенные кушанья) тавăрăннă чухне кутăн утса килтĕмĕр. Изамб. Т. Камăн çăпати кутăн ӳкет, ул вилессине пĕлтерет. (Гаданье). Альш. Кусем çав хĕре йăтнă маййăнах ктăн тытса, кĕрӳшĕ, пĕтĕм туй халăхĕ, çав каччи ашшĕ-амăшĕ умне пырса тăраççĕ — пуççапаççĕ. Изамб. Т. Пурăнăç пĕр кутăн кая пуçласан, ялан сиен куратăн. К.-Кушки. Кутăн çуралнă (вперед ногами; говорят и упрямому). КС. Урапине кутăн çавăрса лартнă (повернул задом). Ib. Кутăн утса çӳрет. Ходит на руках. Вил-йăли. Пуçĕ панчи вĕçне каялла тавăрса, ун ăшне пĕр кĕпепе пĕр йем минтер пек çĕлеççĕ, çĕлеме те кутăн çĕлеççĕ. Образцы. Астăвăр-ха, Чакă, ай, ачисем, çăпатине кутăн сырман-и? N. Чăвашсем, юмăç хушнă тăрăх, тăшманĕсене усал тăвасшăн вĕсен ячĕпе турă умне кутăн (вверх ногами) çурта лартаççĕ. ЧС. Юмăç карчăк пĕр кĕпене кутăн çаннисенчен урисене тăхăнса ячĕ. К.-Кушки. Эп пӳртрен кутăн тухрăм. Я вышел из избы задом. N. Мур шăрши!... Ăсĕ пур!... Хытнă çăкăр татăкне кутăн сĕтĕрет шăтăк патнелле! (к норе). N. Котăн отать. Идет задом. N. Котăн тăрать. Стоит нижним концом вверх. Чхĕйп. Кутăн ĕçе карăм (по обьяснению КС ходил по необыкновенному делу, т. е. хоронить покойника, так как на похоронах, все делается шиворот-навыворот; напр., умершего одевают наопако и даже самые песни поются тогда иначе). См. тинсĕр-ханкăр. || Назад, обратно. N. Кутăн шыра. Разыщи (пропавшее на почте письмо). Тăв. 38. Вĕсенчен те вĕренӳ пулсан, тĕнче тепĕр май çаврăнĕ, хĕвел те кутăн тухĕ. Вĕлле хурчĕ 20. Çаплах та ирĕксĕр уйăрăлсан, амăшне тытса юлса, хурчĕсене кутăн вĕллене ярас пулать. Ib. Уя ĕçлеме кайнă хуртсем кутăн таврăнаççĕ те, çĕнĕ вĕлленĕ кĕрсе кăяççĕ. Бигильд. Çапа пĕлмен ал-ура хăйнех кутăн лекнĕ, тет. (Послов.). М. Васильев. Наччальник тавраш пырсан та, котăн тараç. Шурăм-п. № 23. Вăрă леш тĕнчере вăрланине кутăн хуçине памалла. ЧС. Пирĕн ялта пасар пулат; пасара выльăх-мĕн сутма илсе килсен, е аш-мĕн, е çу-мĕн илсе килсен, пасара кӳртмесĕр, кутăн хăваласа янă (прогоняли), тет. N. Çак сăмаха вола котăн (читай назад, в обратном порядке; напр., çараараç и т. п.). ЧП. Урама кутăн (задом на улицу) пӳрт лартрăм, вуникĕ кусуй кастартăм. Альш. † Елшел урам — аслă урам, урама кутăн пӳрчĕсем (окнами во двор). К.-Кушки. Кутăн пырап. Иду задом (т. е. противно обычному ходу). Чув. пр. о пог. 17. Хĕвел кутăн (каялла) пăхсан, çăмăр пулать. Если солнце, заслоненное облаками, освещает отраженным светом к востоку, то быть дождю. Календ. 1904. Хĕвел кутăн (каялла) пăхсан, çумăр е çил пулать. Сред. Юм. 'Котăн хĕвел'. Пĕлĕтлĕ кон хĕвел, пĕлĕт айĕнчен корнмасăр, пĕлĕт çине ӳксе çав пĕлĕт çинчен çутă корăннине калаççĕ (отражение света солнца с облаков в облачный день. (Срв. Бгтр. Хĕвел, пĕлт айĕнчен тохса, анса ларнă чох пăхсан, çомăр полать). || Вверх ногами. Орау. Мачча çумăнче шăнасам пак кутăн утса çӳреççĕ. (Сказка). N. Вĕрен тăрăх икĕ чалăш хăпарса, кутăн анатпăр. Тораево. Улпутсам çитрĕç, тет те, Сохрон кутăн çакăнса тăрат, тет. Орау. Шăтăкпа вĕрен тăрăх ансан-ансан, тепĕр патшалăх пур, тет. Унта çынсем, эпир мачча çумăнче çакăнса тăнă пек, кутăн çакăнса утса çӳреççĕ, тет. Шăтăкран çĕре ансан, пĕтĕмпех тĕлĕнсе кайнă, тет, ку: ку аялта тăрать, тет, лешсем мачча çуммĕнче (так!) çыпçăнса, утса çӳреççĕ, тет; çӳçĕсем аялалла усăнса çӳреççĕ, тет. (Сказка). Çĕнтерчĕ 30. Эпир япаласене пытарнине эсĕ кама та пулин пĕлтерсен, сана кутăн çакатăп (повешу)! Кан. Хамăр япăх ĕçленине курса, кутăн выртса услама çапаççĕ. Якейк. Эп шăва (= шыва) кĕнĕ чох яланах пĕве пуçĕнчен (с плотины) котăн сикетĕп (головою вниз). N. Кутăн тăрăнчĕ. Ткнулась вниз головой? См. кача. Г. А. Отрыв. Шĕвĕр тĕплĕ тимĕр витрене кутăн лартнă евĕрлĕ пуç çинче ларса пынă (çĕлĕк). || Неудачно. Paas. Ĕç кутăн пычĕ (шло). || Упрямый; упрямец. Якейк. Кутăн, человек злого, придирчивого характера. Ib. Эп онашкал котăн çын нихçан та корман. Ib. Котăн çын, тесе, ялпӳçсене калаççĕ (деревенских кулаков). Юрк. Арăмĕ хăй пеккиех наян япала пулат, кутăнскер; хуняамăшĕ ĕçе хушсан, питех итлемес. Кан. Эрехшĕн, кутăн, виçĕ кун хушши çакăнса тăма хатĕр. Кильд. Арçынĕ (муж) кутăнтарах, ял çинче çӳрекен çын пулнă вăл («кутăн» противоположно «лăпкă», «кунĕ»). П. И. Орл. Кутăн йысна шурă кĕпе тăхăннă, янахи айĕ маччана тивет. (Кăмака). Изамб. Т. Йытă та: тух, тесен, тухат, эсĕ йытăран та кутăн. Сет-к. Котăн — драчун, забияка. Череп. Кутăн, упрямый, кляузник. Собр. Кутăна кутăн пуçлăхĕ, наяна наян пуçлăхĕ кутран вуникĕ вĕçлĕ нухайккипе çаптарат, теççĕ. (Послов.). N. Котăн çын, любящий тягаться, сутяга, дерзкий, придирчивый; кому нельзя давать в долг. || Упрямство. Ала 30°. † Манăн упăшка пуласси кăтьăр кăтра çеç пулчĕ, кăтрисерен кутăн пур. || Притворство. См. кутăна пер.

кӳллĕх-шурлăх

озёристое и болотистое место. Альш. Кунталла, Çĕнĕ-Кас вырăнĕ, уччилни вырăнĕ, пĕтĕмпе кӳллĕх-шурлах, хăяхлăх-хăмăшлăх пулнă.

кӳште

(к'ӳшт'э), то же, что кӳте. Шурăм-п. № 1. Чăваш арăмин, чее ĕçнĕçем, ĕçнипе ăшĕ кӳштесе каять, тет. || Злобиться, быть в злобном настроении. Альш. Эпĕ ăна пĕр кун туя илсе каймарăм, вăл халĕ çавăншăн кӳштесе çӳрет. || Желать того, в чем после может раскаяться. КС. Арăмĕ ачисене ылханать: ма мур илмест-ши ку ачасене! тет. Упăшки калать: мĕн кӳштен, ачам! тет. || Завражн. Кӳштесе çӳрет. Ib. Эс кӳштетĕн-ха. Тебе нечего бога гневить! (ты недоволен своим счастьем). Чебокс. Ырра кӳштетĕн. Накликаешь беду. КС. Çавă та кӳштет-çке! (имеет все, а недоволен). || Ст. Чек. Кӳштесе çӳрет. (Человек) плачет, не может никак остановиться. Ib. Ан кӳште ĕнтĕ, çитĕ йĕме! || Притворяться, представляться. А. Турх. СПВВ. Мĕн кӳштетĕн? (из шалости представляешь, напр. хромого, нищего, пастуха и т. п.). . СПВВ. МС. Ку ача мĕн вырăнсăр макăрать, кӳштет-и-мĕн? теççĕ. СПВВ. ФИ. Ыратман çинчен ыраттарасси килнĕ пек: ыратать, тиекене: кӳштет [теççĕ]. Ильк. Кӳштет. Притворяется больным. (В оригинале: куштет). || Сятра. Мĕн кӳштесе (кӳштэзэ) ларатăн! Что несешь чепуху! Ib. Ан кӳштесе лар, çĕнĕ ойăк полсаç! Кăмак-к. Килĕнче кинĕпе улĕ, ашшĕне картмасăр, ашшĕ килтен тухса кайса, çапкаланса е ыйткаласа çӳрет-и, вара килĕнчисем ăна: кӳштетĕн! теççĕ (çын шутĕнчен тухса кайни).

кăлар

(кы̆лар, клар), вынимать, вытаскивать, вырывать, выносить, вывозить, добывать. Альш. Хăшĕ (иные) хапхисене кăлара-кăлара ывăтнă (во время пожара). N. Хаçатне урама кăларса çаксанах (вывесили), Чавка Ваççи хăй çинчен çырнине чĕрсе тăкрĕ (изорвал). Икково. † Шор тоттăрăн çӳçи çок; кăларсан (если выпустить?) çӳçи полмĕ-ши? Изамб. Т. Ул вара пур хĕрсене укçа парат та, йапалисене урапа çине кăларат (выносит). || Моштауш. Тата хăшĕ пӳртлĕх кăлараççĕ (вывозят на определенное место, но не домой) те, пураттараççĕ те, сутаççĕ илекенсене. Бес. чув. Унăн аслă ывăлĕ, хай лашине хĕнекен Хайрулла, çав лашипех вăрмантан пĕрене кăларма (вывозить на определенное место, но пока не домой) кайнă. N. Вăрман парас пулсассăн (если дадут), çывăхарах кăларма тăрăшăр. См. тух. Ск. и пред. 102. Хĕлле пулсан, йăлăмра халăх пӳртлĕх кăларать. N. Пĕчик пичче пӳрт пĕрени кăларать. Собр. † Аллăм тулли кĕмĕл çĕрĕ, кама кăларса (снявши) парам-ши? Якейк. Ĕнер аран сӳс кăларса пĕтертĕмĕр. Ib. Ата, Мари, сӳс кăларма? — Çок, ман сӳс халях полимаçть-ха; эп сантан каран хотса (помочила). N. Вĕсен хăйсен кашнийĕн пахча çимĕç пур; çиес килсен, кăларать-татать-çиет. N. Çамрăк йывăçа кăларасси йывăр мар. Орау. Çул çинчи (на мостовой) юра тасатса, чулнех мар, тесе, кăна хăй хăранине кăларса каламасть пулмалла. || Оправдывать, наверстывать (расход). ||Обьявлять, заявлять; кăларнă та (доскребли до камня), çуна тупань шынисем чула перĕнсенех, лашасам тапах (сразу) тăраççĕ. Латыш. Пĕр вăхăтра турă шаланкăпа (канюку) ула-курака шыв кăларма (добыть из земли) хушнă. (Из сказки). Орау. Хĕрарăм пĕр пĕрчĕ кăларсач [тайком продает из дому имущество], пин пĕрчĕ тухать, тет. (Нечто в роде послов.). Сред. Юм. Килтен япала кăларать. [Так говорят, если у кого-либо один из членов семьи имеет любовника (resp. любовницу) и тайком передает (таскает) ему (resp. ей) вещи из дома]. Орау. Микула арăме тыр кăларса сутать (тайком от мужа), теççĕ. ТММ. Вăрлăх кăлар, çурла кăлар, начать сеять, жать. || Вычитать (в арифметике). || Насчитать. N. Хӳмине этем виçипе виçсе тухса, çĕр хĕрĕх тăватă чике (локтей) кăларчĕ. || Лишить (напр. голоса, земли). Кан. Кăларас ăна сасăран, кăларас! тесе, кăшкăра пуçларĕç. || Пропустить, продеть. Бгтр. Çак йĕп виттĕр канат кăлар, вара, кăларсан, икĕ пин тенкĕ парăп. || Снять. Юрк. Кĕрӳшийĕн (у жениха) аттине уринчен хĕрĕ (невеста) туртса кăларса хыват. || Согнать. N. Ман йăвана (в мое гнездо) темĕскерле кайăк кĕрсе выртнă. Атя-ха, кăлараймăпăр-и ăна? || Низложить. N. Патшана кăларчĕç. || Выводить. N. Вăсам (голуби) çав çура (в это лето) икĕ хутчен чĕпĕ кăларса карĕç. N. Вăл çăмартасене чăха айне хурса кăларсан, вара пĕр çăмартинчен йытă, тепĕринчен çĕлен, тепĕринчен куйкăрăш пулат, тет. || В. Ив. Аван вăрлăха килте кăларнине нимĕн те çитмест (т. е. всего лучше засевать своими семенами). || Выпускать. N. Хама хулана кăлармаççĕ. Учите детей. (Ачана) çын патне пит каларас пулмасть. || Взыскать, вытянуть, extorquere. Кан. Ку пилĕк тенке паянах кăларăп сантан (т. е. отомщу тебе за пятирублевый штраф, наложенный на меня из-за тебя). || N. Хăва (ты сам) курăс кăларатни. || Увезти невесту увозом. Ск. и пред. 63. Петĕр ĕнер сана хĕнерĕ те, кĕçĕр йăмăкна каларса каяс тет. || Выхлопотать. N. Пенççи кăлар, выхлопотать пенсию. Альш. Кăçал манăн Шăмăршă вăрманĕнчен пӳртлĕх вăрман кăларасчĕ (выхлопотать бы). N. Халĕ халăхсем хушшинче халап нумай çӳрет: çĕр кăларса валеçес, теççĕ. || Обнаруживать, выказывать. N. Ял-йышĕсем укçине кăларасса кĕтеççĕ, анчах çук укçа, тухмастех, укçа илсе килни ниçтан паллă мар (совсем не видно, чтобы он приехал с деньгами, нажитыми на стороне). || ТХКА 108. Мана хăратас. Разглашать. N. Çын çине сăмах ан кăлар. Чăв-к. Тăвансем, тантăшсем! Эпĕ усал каланă пулсан, кăларăр çакăнта. || Издавать. N. Çапла туни малашне те халăхсăр пуçне çĕнĕрен закон-мĕн кăлармасса сăмах пани пулать. N. Бюрократия, халĕ хăй майлă çынсене Думăна кӳртме суйлас умĕн, тĕрлĕ çĕнĕ йĕркесем кăларан пек турĕ. || Исполнять (напр. музыкальную пьесу, декламацию и т. п.). || Взорвать. В. Олг. Каран çортая вот тивертсе кăлармашкăн ярнă салтака (в подкоп). || Лить, источать. Ст. Яха-к. Тата унта хăшĕ, тепле çуна айне пулнисем, халăхран катанарах кайса, сăмсисенчен юн кăларса тăраççĕ. || Выдумать, ввести в употребление и т. п. БАБ. Унччен пирĕн ялсенĕн нимĕскерле киремет таврашĕ те çукчĕ, тет; вара çак чăваш, пирĕн ялта пурăна пуçласассăн, пирĕн ялти киреметсене пурне те кăларнă, тет. || N. Çав сăмахран вăлсем, ухмахсем, халап кăларнă. || Сделать, создать. Задонский. Шуйттана та çылăх шуйттана кăларнă (сделал диаволом). N. Асла кăлар. || Создать. ПВЧ. 104. Пирн пуç çĕнчи (= çинчи) йăвăр хуйха курайман тăшман кăларчĕ. || Добывать. N. Ăçтан кăна кăларат! || Устроить (дело). N. Ĕç кăлараймарĕ. Дело сделать, дело устроить не смог (напр., ходатайство не удалось). || Выделать. С. Тим. † Пирĕн хĕр пит маттур: виçĕ çурăм йĕтĕнтен кĕрӳ кĕпи кăларчĕ. Качал. Пĕр юмана касăп та, икĕ такана кăларăп икĕ пулене тăвăп. (Йĕкел). Якейк. Ку крешрен çичĕ хăма кăларас, теп (хочу). N. Виçĕ тĕрке пушăтран хăрах (на одну ногу) çăпата кăларчĕ. || Делать выступом. Альш. Елшелин урамалла крилтса кăлараççĕ (так, что оно выступает на улицу) пурин те. Ib. Пӳрт умĕнчен урама кĕрилтса кăлараççĕ. || Амалăх-Кипеней. Хытă кăларакан чул, хорошо мелющий жернов. || Выкашивать (о косе). Альш. † Ман çаваçăм вырăсла: вăр çавăрса сулăнса, çĕклем утă кăларать. || Уговорить девушку выйти замуж за себя. Юрк. Ачăрсем те маттур, йĕкĕт, теççĕ, мĕшĕн кăлараймастăр савнине. || Разобрать. N. Анчах вĕсем вăл çырăва (надпись) пĕри те кăларайман (не сумели разобрать). || Орау. Вырăсла пĕр сăмах та кăлармасть (говорит по-чувашски чисто). || Произносить. Альш. Калаçма та тутарсем манерлĕрех кăларса калаçатчĕç калаçнă сăмахĕсене (они). ТХКА 62. Ман арăм пăртак çармăсларах кăларать сăмаха, мĕншĕн тесен эпĕ арăма Атăл хĕринчи Шамал патĕнчен илнĕ. || В качестве вспомог. гл. N. Пĕр-икĕ станция (= стантсă) та иртмерĕ пулĕ, эпĕ хай хаçетĕме часах вуласа кăлартăм (прочитал). Альш. Авă пирĕн паян хыçалти пӳртрĕ çăкăр пĕçерсе кăларнă (испекли) — ăшă; çавăнта тухса выртар. Цив. Лаши кутне çавăрчĕ те, тапса, пуçне шăтарса (пробив), мимминех сиктерсе кăларчĕ (вышибла мозг). Юрк. Тепĕр ырă памĕтник умне чарăнсан, ун çинчи çыруне вуласа кăларчĕ (прочел).

кăларса ывăт

вышвыривать. Çĕнĕ Пурăнăç. Унта пире ярса та пустармастчĕç (и на порог то не пускали). Çăпатапа (в лаптях) кĕрсе кайсан, кăларайса ывăтатчĕç.

кăларса ил

вытащить. Орау. Укçана эп кăларса илнĕ пуль, тесе, хăрарăм. || Жениться, взять невесту украдкой (без ведома ее родителей). Тиханьк. Юрк. Эпĕ сана вăрттăн кăларса илĕп (увозом). БАБ. (Надев на голову пудовку) хапхаран пĕр çакланмасăр тухсан (не задевая за столбы), арçын пулсан, арăмне кăларса илет (женится украдкой), теççĕ; хĕр пулсан, хăй тухса каят (выйдет замуж самокруткой), теççĕ. (Гаданье в «çĕнĕ çул каç»). Альш. Вăрласа илес, кăларса, тет: апла хулăн (вено) пама нумай кирлĕ мар, тет.

кăлăх

(кŏлŏх, кы̆лы̆х, Хорачка: кы̆лы̆к), напрасно, попусту ни с того, ни с сего. Регули. Кăлăх (кăлăх хисепе) ан попле ытлашши! Чертаг. Кăлăх сăмах (= ытлашки) ан калаç. Ст. Шаймурз. Çулпа пынă чух çул урлă сан умăнтан кам та пулсан пушă витрепе каçсассăн, çул кăлăх (неудачлива) пулат, тет. N. Кăлăхах йĕркесĕр ĕç тăвакансем пулччăр. Юрк. Çыру ярассу пулмасан (если не хочешь посылать письмо), мĕн тума кăлахах çынна апла каласа кĕттерсе тарас?! Ib. Ху çумна илес пулатчĕ, эсĕ кăлăхах унта хутăн. Ib. Вал çапла кăлăхах кулса янине ывăлĕ курсан: анне, мĕшĕн эсĕ кулатăн? тесе ыйтат, тет. Ib. Мĕшĕн çыру ямасăр тăратăн? Калăхах çынна ан тарăхтарса тăр. Ib. Упăшки, чăнахах шăтăк сăмавар тыттарса ячĕç (всучили) пулĕ, тесе, хăраса: çĕнĕ сăмавар кăлăхах юхса тăмĕ ĕнтĕ, ан калаçса тăр! тесе, шанмасăр, сăмавар ăçтан юхнине курасшăн пырса пăхат. Альш. Кăлăхах укçа патăн эс ăна. Изамб. Т. Кăлăх чупса çӳретĕн! А. Турх. Ăна кăлăхах айăпларĕç (обвинили понапрасну). Хорачка: пустоj кы̆лы̆к соjалат. Ib. накы̆лы̆к соjалары̆, jэ̆ргэ̆ с'ок н'имэ̆скэ̆рдэ̆ || Чăв. й. пур. 37. Çимун, вăрман хĕррине илсе кайса, кăлăх çĕрех кăтартнă вара [указал на первое попавшееся (?) место]. N. Халĕ ĕнтĕ кăлăхах савнă ывăлĕ ăна, ватăскере, пăрахса, юта тухса каясшăн. ППТ. Хăш-хăш чухне е хамăр кас марри, е ăратне марри хам çумри ачана паратчĕ (çимĕç) те, темшĕн мана памасчĕ, манăн çавăнпа кăлăх кăмăл хуçăлатчĕ. || Напраслина, тщета. Бел. Гора. † Ан ятлăрсем, аттепе анне, ялти çамрăксем кăлăха калаçнăран. Хĕн-хур. Кăлăха (без дела) вăхăт ирттерес мар, тесе, вăл яшка-çăкăр çиессе те ура çинчен анчах çинĕ. || Довольно, очень частенько. Янтик. Малтан кăлăх пит аван калаçкаласа тăратчĕç, унтан, темшĕн, вăрçрĕç-карĕç. Ib. Кăлăх хытă утса пыраттăмăр: ман тутăр ӳксе юлнă! тесе, кăшкăрчĕ-ячĕ Пăлаки. N. Вăл холана кăлăхăх кайать (часто). Изамб. Т. Кăлăх кирлĕ япала (довольно нужная вещь), эсир ăна çĕмĕрнĕ! А. Турх. Кăлăх аванччĕ. Был довольно хороший. Ib. Кăлăх аван пынă çĕртен темĕскер пулчĕ! Так все хорошо шло, и (вдруг) что-то стряслось... || Ашнĕ-амăшне. Куми (= его кума) çапла калани Кĕркури кăмăлне кăлăх кайнă. Тюрл. Кăлăх лайăх çын, хороший. Чертаг. Кăлăх нумаях мар, не очень много, не зря много. || Хороший (лайăх)? N. Кунта кăлăх хыпар пур.

кăмака

(кŏмага, кы̆мага), печь, печка. Виçĕ пус. Кирек мĕнле çунакан япалана та, çунтарса ярсан, унтан кăмакара кĕл юлать. N. Çĕнĕ çынĕ кăмака умĕнче тăрать вара. Унтан салам парать, кăмака умĕннелле (так!) лапчăна-лапчăна пырса. Сятра. Кăмакара йĕп сикет. (Коршак вĕрени). Сред. Юм. Ĕлĕххи кив пӳрт кăмакисĕне тунă чохне пĕтĕм ратне халăхне пуçтарса тунă; çав кăмака тунă тессине: кăмака çапнă, тенĕ. N. Эпĕ пӳрте кĕтĕм те, кăмака патне ăшăнма кайса тăтăм. КС. Пичĕ кăмака пек унăн (здоровое, толстое). Букв. 1904. Кăмака çинче кĕç темĕскер пăшăл-пăшăл тунине илтех каять. КАЯ. Унтан тата атте, пĕчĕкрех хуранпа ширпе (шӳрпе?) йăтса килсе, кăмака кутне лартрĕ. Пшкрт: кы̆мађа ты̆ђас — подбросить дров. Якейк. Паян, вот чĕртме хăтланса, чон тохрĕ, кăмака теме (почему-то) тортмаçть (не тянет, нет тяги). Ib. Çипе кĕллесен, кăмакая хăваççĕ. — Эп паян çип кăмакая хурăм та-ха. — Çипе кăмакая паян хусан, ыран ир кăлараççĕ. (Кăмака пĕре сивĕниччен) пиçимасан, тепĕр хут хăваççĕ. || (Одна) топка. Юрк. Пĕр кăмакара. (за один раз) 10 çăкăр та ытла пĕçерме пултараççĕ. Орау. Мулчана виçĕ кăмака çунтартăм та, çапах ăшши пулмарĕ (сожгла три истопели дров, одну за другою). || Подобие печки. Якейк. Эпĕр паян çыр хĕрне (= хĕррине) кăмака авăтса вот хотăмăр. Мы сегодня вырыли на берегу речки печку и затопили ее. N. Кăмака пек (о толстых бабах). См. юшка (льушка), мăрье (тăрпа, трупа), пултар, çунтар, вут чăрт, вут хут, тĕнĕ, турчăка, мелке, вучах.

кăмака парни

дар печке. СЧУШ. Çĕнĕ кăмакана кăмака парни çакмасан, кăмака ăшă пулмасть.

кăмăл туртни

влечение, желание. Иревли. Эпĕ халĕ кăмăл туртман çĕртре пурăнатăп. N. † Çĕнĕ çăпата, шур чăлха — мĕшĕн сыртăм пылчăкра? Кăмăл туртмасть, чун савмасть — мĕшĕн турăм тусăма? N. Ăçта кăмăл туртат, çавăнта кайтăр. N. Унта каяс килмес, кăмăл туртмас (чун туртмас, нет расположения). Дик. леб. 38. Пирĕн пĕтĕм кăмăл çакăнталла туртать пире. N. Çавăнпа эпĕ вĕсене хăйсен кăмăлĕ туртнă хыççăн çӳреме ирĕк патăм. N. Ĕçкĕ-çикĕре унпа пĕрле эрех ан ĕç, санăн кăмăлу унăн еннелле ан турттăр. Чума. Апат-çимĕç енелле пĕрте кăмăл туртман. Ib. Нимĕне те кăмăл туртман. N. Сире кунта темскер хăвăр пĕлмен кăмăл туртать. Алекс. Невск. Çавна кура темĕн тĕрлĕ ĕçлеме тăрăшакан çынсенĕн те ĕç енне кăмăл туртми пулнă.

кăпăртат

(-кŏбŏртат), гл. от подр. звуку не вполне замерзшей земли, сдавливаемой ногою лошади. Кăмак-к. Панклеи. Атăр айĕнче атан авăтать. (Ут ори кăпăртатни). || Шуршать. КС. Çĕнĕ шупăрĕ кăпартатса (кы̆бы̆ртатса) пырать. См. капăртат. Якейк. Хот (бумага) кăпăртатать (также и о коленкоре). Пшкрт: хот кы̆βы̆рдадат (шуршит). || Рассыпаться. Ст. Чек. Капăртатат, рассыпается (о рассыпчатой вещи). Ib. Ку пашалу çăвара хыпсанах кăпăртатать. КС. Шур пĕремĕк çăварта хыпсанах кăпăртатса саланат. || Брести (менее энергично, чем тот, за кем идешь); брести тихонько. Юрк. Эпир каллех ун хыçĕнчен кăпăртатса утрăмăр (побрели). (По одному объяснению: идущих много, идут маленькими шажками маленькие люди — вĕт çынсем). Ачач 40. Ачасем пурте кăпăртатса ура çине тăчĕç. || Валандаться, синон. муталан. Альш. || Форсить, хвалиться. Собр. † Симĕс те пĕкĕ (дуги) пирте çук, кăпăртатасси (форсить) хуйхи çук. А. Турх. Кăпăртатас = мухтанас.

кăрамис

(-мис), весы (с гирями). Альш. Кӳрше кайса, кăрамис исе кил-ха, тет, укçа виçме, тет. БАБ. Кăрамис çине (на коромысло весов) пĕр чашки çине пĕр кĕрепенкке юр, тепĕр чашки çине пĕр кĕрепенкке тырă хураççĕ те, тула кăларса çакаççĕ. (Гаданье на «çĕнĕ çул каç»). См. тараса.

кăрсака

(кы̆рзага), вспыльчивый. Янтик. Ку çĕнĕ учитлĕ пит кăрсака (горящий), часах çатăртатса каять. Ib. Кăрсака тесе, час çиленекен çынна калаççĕ. СПВВ. Кăрсака çын — придирчивый. СПВВ. ФВ. Кăрсака тесе, час вăрçакан çынна калаççĕ. СПВВ. МА. Кăрсака тесе, пит çилĕлĕ, час çиленсе каякан çынна калаççĕ. СПВВ. КЕ. Кăрсака — час çиленекен çын; хăйне пĕр сăмах хирĕç каласан, часах виртлешсе каят; ун пек çын хăй ывăлĕсене питĕ хĕнет. Ст. Ахпердино. Вăл пит кăрсака (пит час чĕрре кĕрсе каять). || СПВВ. ФВ. Унпа калаçма та кăрсака, туххăмра урлă-пирлĕ пулать, теççĕ.

кăрт

(кы̆рт), подр. отрывистому, не очень сильному,. однократному дерганью или толчку. КС. Пулă вăлта çиппине кăрт, кăрт, кăрт! турттăрĕ. Эпĕ карт (карт)! туртса кăлартăм. (То же в Сред. Юм). Орау. † Мана пĕр хĕр кăрт тĕртрĕ, кăрт тĕртрĕ те, сахăр пачĕ, эпир уна илес çук. N. Кăрт та тумасть — тапранмасть. Б. Олг. Алăка кăрт тапратрĕ (несколько отворил). Ib. Стӳеле тортс илтĕм (отдёрнул) кăрт! айккалла. ЧП. Хĕрсем чĕри кăрт! турĕ (трепещет от волнения). N. Манăн чĕре савăнните кăрт-кăрт! тăва пуçларĕ. Якейк. Шуйттанан чĕри кăрт-кăрт сикет. Ăна çĕр çинче мĕн те полин тĕлĕнмеле ĕç полассăн туянать. Абыз. † Хура хĕрсем карт сикеç те, кăрт сиксен те, илес çук, эпĕр ялтан илмеле. СТИК. Çывăрма выртрăм та, кăшт тĕлĕрнĕ пек кăна пулса кайнăччĕ, çан çурăм кăрт! сикрĕ (вздрогнул). || ППТ. Пирĕн пĕр пысăкрах çын тупас та, вара кайăпăр; унта вара кăрт та тăвмăпăр («и не дрогнем, не побоимся»), вăл çын чӳклĕ те, пире эсрел пĕрне те тивтермĕ. (Сĕрен). || Еле, с натяжкой. Городище. Ман çĕнĕ тырра çитме çиме кăртрах. || N. Кăрт — «недохватка». Емельк. Кăрта килчĕ = кăшт кĕскерех пулчĕ (пришлось натянуть). Хорачка. Кăрт (кы̆рт), мало. Ib. абат кы̆рт тэ̆л п̚олат.

кăтлă

счастливый. Хурамал. Çĕнĕ çурт лартсан, унта ют çын малтан кĕнĕ чух: пӳрт кăтлă пултăр (= ăнăçлă пултăр), тет.

кăткă

(кŏткŏ, кы̆ткы̆), муравей. СПВВ. ПВ. Кăткă или кĕткĕ, муравей. Н. Седяк. Çĕнĕ пулас çурт вырăнне чул е çĕрĕк çăпата пăрахаççĕ; çавсен айĕнче кăткă пулсан, ларма юрать, çурт лартма. О сохр. здор. 53. Çын темиçе кун пĕр çав ыраш амăшлĕ çăкăра çисе пурăнсан, çынна хăй çурăмĕ тăрăх, пурнисем тăрăх кăткăсем чупса çӳренĕ пек туйăнать. Тюрл. Опа кăтки (крупный), хора кăткă (кŏпкŏ), сарă кăткă. Питушк. Хура кăткă, сарă кăткă. Тюрл. Упа кăтки — самый крупный муравей (темно коричневого цвета). См. кĕткĕ.

кăчăк

кăчăкă (кы̆џ̌ы̆к, кы̆џ̌ы̆гы̆, кы̆ζ'ы̆гы̆), цветочная почка (на дереве). Трхбл. Кăчăкă только у «хурăн» и «хăва». В. Олг. Йӳç кăчăкки. Бугульм. † Хурăн кăчăки (сережки) тăкăнать, пас тытса. Неверк. Çуркунне ăвăс кăчăки нумай пулсан, вир лайăх пулать, теççĕ. (Примета). Скотолеч. 30. Хурăн кăчăкĕ. N. Çуркунне кунсем ăшăтса килнипе хĕлле хура сăнлă курăнакан йăвăçсем те, хĕрлĕ санлă курăнса, хăйсен кăчăксене хăпартма пуçлаççĕ. N. Вăрманта йăвăçсем çинче кăчăкăсем тухаççĕ. ЧП. Кăчăкки тухнă вăхăтра. || Весенняя шерсть у овец, первая шерсть у ягнят. В. Олг. Если родится ребенок или ягненок, говорили: «Торă полăштăр, сере çĕнĕ кăчăки торă парса!» Ответ: «Торă парса, ыр сомахшăн спаççипă! Смольк. † Пĕчĕкçеççĕ кушма, шурă кушма, пурте шур путекĕн кăчăкĕ. Н. Якушк. † Кăчăкă алса шур алса, тăхăнмасăр аллăм ăшăнать. N. † Тăваткăл та кĕçе, шурă кĕçе, ялан шурă путеккĕн кăчăки. Ст. Чек. Кăчăкă — çамрăк путек çăмĕ, каçал çуралнă путекĕн пирвайхи хут илнĕ çăмĕ. См. папка.

кăчăрт

(кы̆џ̌ы̆рт, кы̆ζ'ы̆рт), подр. отрывистому хрусту, скрежету и т. п. СТИК. Сивĕре юр, утса пынă майпе, кăчăрт-кăчăрт! туса пырат. КС. Хачăпа кăчăрт (кы̆џ̌ы̆рт) касса илчĕ (напр., кĕпене). Ib. Çурлапа эпĕ пĕр ывăç ыраш кăчăрт касса илтĕм. Сред. Юм. Çôрлапа тыр вырнă чôхне кăчăрт! кăчăрт! тутарса выраççĕ (звук серпа). Шорк. Чола çĕçĕпе кăчăрт! кăчăрт! хырать. Ib. Кăчăрт-кăчăрт! тырă выраççĕ. Сёт-к. Кăчăрт, кăчăрт! тутарать вăл (зубами). Шел. П. 68. Пĕр маях кăчăрт-кăчăрт! çурла сасси илтĕнет. СТИК. Тырă вырнă чухне çурлапа кăчăрт-кăчăрт! тутараççĕ. («Звук, производимый серпом, когда жнут»). Б. Олг. Тырă вурнă чох чуаш арăм (чувашка) тыр вурат: кăчăрт! тесе. Ib. Кăрпăчча ĕçлекен çын, молотпа-ли, тăкçапа-ли, кăчăрт! кăчăрт! кăчăрт! хырчĕ. Тăкçип-ле касрĕ она вашăкăн: чонк! чонк (чоҥк)! турĕ. Ib. Ут çӳрет йор çинче: кăчăрт, кăчăрт, кăчăрт! туса çӳрет. Ib. Хачăпа сорăх çăм () каснă чох: кăчăрт-кăчăрт! тет (звук ножниц). Ib. Яш ача (молодой парень) тăхăнса çĕнĕ атă: кăчăрт, кăчăрт! тесе каят. .N. Çĕнĕ атă тăхăнса янă та, кăчăрт-кăчăрт тутарса çӳрет.

кăчкă

(кы̆ч'кы), то же, что кăчăк, кăчăкă. Ходар. Кăчкă — верба в церкви, а самое дерево называется çӳçе (точнее: хĕрлĕ çӳçе). Альш. † Кайăтăм эп шывăн хĕррине — хăратăп хура кăчкăран. Чертаг. (и др.). Кăчкă, сережки (у дерева). В. С. Разум. КЧП. Йăмра, кăчкине кăларса, ӳсе пуçланă. Собр. Кăчкăран пулăшши çук, теççĕ. (Послов.). Шурăм-п. № 26. Хура эрĕм кăчки парка пулсан, ыраш калчи аван пулать. Якейк. Первайхи кон кĕтĕве кăчкăпа (ветка с цветами вербы) хăвалаççĕ. Çапла тусан, выльăхсам çулла лайăх порăнаççĕ, теççĕ. Янш.-Норв. † Çуркуннехи çӳçе кăчкисем хурт çурисем пулса вĕçмĕç-ши? || Новорожденный ребенок. Хорачка. Торă партăр сана çĕнĕ кăчкă!

кăшманла

назв. детской игры. Хорачка. Кăшманла (кы̃шманла), игра на олахе; каш(-ж-)ни çын омня ларса пыраччă ыталаса, пӧрт тăршшипа, каран тортса кăлараччă. Цив. Кăшман кăлармалла вылянă чух, кăшман пулнă ачасене аллисенчен туртаççĕ. Çĕнĕ Кипек. Кăшманла выляни. Кăшманла выляс пулсан, пĕр мăнă, выйлă ачана суйласа илеççĕ те, пĕр-пĕр юпаран тыттарса тăратаççĕ. Çав ачаран ыйттисем те хытă ытакланса, тытăнса каяççĕ. Çапла пĕр пĕринчен хытă ытакланса тытăçса пĕтсен, айăкран тепĕр ача пырать те, юпаран тытса тăраканĕн (чит. тăракан) ачинчен: хуçи пур-и? тесе ыйтать. Лешĕ: пур, сана мĕн кирлĕ? — Кăшман. — Кăшманпа мĕн тăван? — Майра пуç хуртланнă. — Апла пулсан, пĕр кăшманне ил. — Унтан вара леш ачи хыçалти ачисене: кăшман кăларап, тесе, туртмах тапратать. Вăл вара пĕр виç-тăват ачине те пулсан тытăнса тăнă çĕртрен туртса уйăрат те, калла юпа кутĕнчен ачаран ыйтма тапратать. Çапла вăйи пĕтичченех выляççĕ. Якейк. Пĕр хĕрача çĕре ларать (хуçа); он чĕрçине тепри ларать; çанашкал пĕр-пĕрин чĕрчине (так!) ларса, вонпилĕк ача та ытла ларса каяççĕ. Иккĕн поскилсем полаççĕ. Ларакансам, хыçалтисăр пуçне, порте кăшман. Поскилсем хуçине калаç: кинеми, сан анкартине сысна кĕнĕ, хуса каларар-и? — Кăларăр. — Пĕр кăшманне кăларар-и? — Кăлар(ăр) та, тăприне хытă силлĕр. — Йор! — Çав ик ача валта ларакан ачая ик холĕнчен тытса тăратса, çорăмран çапса яраççĕ. Пор кăшманне те кăларса пĕтерсен, хуçи тăрать те, тарать. Ăна хуса çитсе, ачасам холхаран кăçкăраççĕ.

кĕлĕ пуçĕ

совершающий моление во время общественного мольбища. Аттик. «Кĕлĕ пуçĕ» бывал постоянным, раз навсегда выбранным. Ib. Çав Çĕнĕ Макçăма ĕнтĕ халăх ӳчӳк тунă чухне кĕлтума суйласа хунă. Ib. Кĕлĕ пуçĕн халăха пуçтарса ыйтма (т.е. о том, нужно ли совершать моленье) авалтанпах йăла пур, тенине илтнĕ (слышал).

кĕнеке

(кэ̆н'эгэ, к'э̆н'эг'э), книга. N. Çак кĕнеке çинче мĕн пуррине эп пĕтĕмпех пĕлеп. Якейк. Кĕнеке çинчен тăма та пĕлмеçт. Не может оторваться от книг. Н. Карм. Кĕнекӳ çухалнă санăн! (Говорят, в сердцах, старому человеку: долго не умираешь!). Хорачка. Перĕн чуашăн кĕнекине вольăк çисерсе (съела). Ib. Чуаш кĕнеки = çĕр-хут. (Çĕр хут — одна из четырех отделений пищеварительного аппарата жвачных животных, напр. коровы; оно представляет как бы ряд складок в виде листов книги. Отсюда чувашская поговорка: чăваш кĕнекине ĕне çинĕ. ТММ). N. Çĕр-хут сутăн клсе килсессĕн «ĕне кĕнекине» илсе килтĕм, теççĕ. Питушк. Чăваш кĕкекине ĕне çисе янă. Орау. Урока пĕтĕмпех кĕнеке çинчен пăхса каларăм, ăна уччитлă сисимарĕ (или: сиснĕ). Шурăм-п. Шкулра вĕреннĕ чухне çур питех те аван мар. Кнеке çинчех вăл иртет. Юрк. Кĕнеке çинче мĕн çырнине пĕлсе тăрăр. Ib. Çĕнĕ кĕнеке тухнă тенине илтсен, е курсан, часах çав кĕнекене сутăн илсе, епле çырнине, кам çырнине вуласа пĕлнĕ. Сред. Юм. Кĕнекене уçса хăварсан, шуйттан вôлать, теççĕ. (Поверье). Ib. Ах тор, кôн пик толăксăр ача та полат-мĕн-çке ôлă! кĕнекине ине (=ĕне) чăмланă пôль ôнне! Ib. Кĕнекуна ине çинĕ пôль! («Так называют бестолкового, неразговорчивого человека»). Якейк. Шуйттан воласан, ача (ученик) пĕлми полать. Изамб. Т. Кĕнеки çухалнă япала! Так бранят стариков). СТИК. Шăши кĕнекине вулама карĕ ĕнтĕ ку (т. е. «понес, завел волынку». Говорят о стариках и ворчливых людях). N. Ку кĕнеке тухни (в свет) нумай пулмасть. Слеп. Ватă çынна: санăн кĕнекуна (=кĕнекĕне) шыраççĕ полĕ те, топимаççĕ! Ib. Онăн кĕнеки çĕтнĕ полĕ, вилмеçт полĕ! Орау. Кĕнеке хытти çине хунă кăвак хут (если красная, то «хĕрлĕ хут») хăш-хăш çĕртре уйăрлнă. Известная (синяя, красная) бумага на переплете книги местами поотклеилась. КС. Кунĕн-çĕрĕн кĕнеке çинче (за книгами) ларать. Альш. Мертлĕре тăхăр ял чӳкĕ кĕнеки пур, теççĕ. Дик. леб. Елиса кĕнеке хутве çавăрсанах, çыннисем каялла кĕнеке ăшне, хăйсен вырăнне кĕре-кĕрĕ лараççĕ пек, тет. Ск. и пред. 52. Кĕнеке çинче шуралса тем тĕрлĕ ăса вĕренет. || Поминание. N. Эпĕ вилсен, кĕнеке çине ӳкер.

кĕпе

(к'э̆бэ, кэ̆бэ, кэ̆βэ,) рубаха; женская рубаха. КС. Кĕпене ухаççĕ, кивеççĕ, чӳхеççĕ, тукмакпа (или: валекпе) çапаççĕ. Сюгал-Яуш. Эпĕ шыва кĕпе хывса кĕтĕм те, ман пусма (снасть) пĕр мăн туратран çакланса ларнă (зацепилась). Сĕт-к. † Осал та полин, хĕр полтăр, пилĕк ан кĕпи тăхăнтăр. Альш. † Хăрансуски кĕпе, ука çуха, килĕшет-çке пирĕн йысна çийĕнче. Ib. Эпир виçĕм çул çунса кайрăмăр (погорели), çири кĕпепе кăна тухрăмăр. N. † Кĕпесе (=кĕпесене) те кĕлермелле, мунчана та хутмалла; эй тантăшсем, тата пĕр-икĕ çул выляр-и? Сред. Юм. Кĕпен çĕвви кайнă. Рубашка распоролась по шву. Ib. Кĕпене пăрсан (если выжать), шыв тохать поль! (Говорят, если человек очень вспотел). О сохр. здор. Пĕр кĕпе вĕççĕнех. В одной рубашке (без другого одеяния). Зап. ВНО. Ӳчĕ тулта, кĕпи шалта (свеча). ТММ. Алăсăр-урасăр кĕпе тăхăнать. (Тӳшек). Ib. Çĕнĕ кĕпе тăхăнтарнă чухне: кĕпе пĕттĕр, пуçĕ юлтăр! теççĕ. Зверев. Кĕпи çĕтĕлтĕр, хăй ӳстĕр. (Ӳсес çын çĕнĕ кĕпе тăхăнсан, çапла калаççĕ). ГТТ. Эпĕ унăн кĕпине çухаран тытрăм та, шăна (муху) ятăм (за ворот). Ib. Эпĕ, унăн кĕпи çухине тытса, кĕпи ăшне шăна ятăм. Ст. Шаймурз. Пĕр кĕпене иккĕ тăвар, кукка патне каяр. Чăв. й. пур. 14. Пĕтĕмпе кĕпесем çуркаланса пĕтрĕç. К.-Кушки. Кĕпи çĕтĕлтĕр, хăй ӳстĕр! теççĕ Кушкăра, кам та пулин çĕнĕ тумтир тăхăнса тухсан. ăна тумтирĕнчен чĕпĕтсе (в данном случае — за рубашку). Эпир çур. çĕршыв 18. Хĕрсем те хăшĕ-хăшĕ Хусанта кĕпесем çунă çĕрте (в прачечных) ĕçлесе пурăнаççĕ. Алик. † Кĕпе вăрăм туртакан салтак арăм пулатĕ. Кĕпе кĕске туртакан юмăç карчăк пулатĕ. Обиково. Çырмара ик сар хĕр ташлĕ. (Кĕпе кивни). Чебокс. Анне вăл вăхăтра кĕлет умĕнче кĕпе çакса тăраччĕ (развешивала). Ст. Шаймурз. † Йĕтĕн кĕпи çил илет. N. Ачине тумасăр, кĕпине ан çĕле, теççĕ. (Послов.). || Белье. Ядр. Çавăн чухне ман пĕтĕм кĕпесем, сăхмансем çунса кайрĕç. || Сорочка. В. Олг. Тьыха кĕпи. ГТТ. Хăш-хăш ача кĕпипех çуралать, кĕпине вара пуçтарса хураççĕ (вешают в маленьком лукошке). Альш. † Эпĕ кĕпепе çуралман (не родился в сорочке), эпĕ телейлĕ те мар. Орау. Ача кĕпипе çуралнă. || СТИК. Начартарах чĕпĕ çăмартаран хăй тухса ӳкеймест пулсан (не может вылупиться), ăна алăпа çĕмĕрсе кăлараççĕ те: чĕпĕ кĕпине та татайман, теççĕ. || Exuviae, линовище. Городище. Таракан кĕпине пăрахнă. Таракан сбросил старую шкурку. || Конверт. N. Çыру кĕпипе (конвертпа) ярас пулсан, 7 пуслăх марккă чиксе ярас пулать. || Губчатая мякоть в гнилом дубе. Якейк. Кĕпе — çĕрĕк йоман варĕнче çамçа кăмпа пак япала янкарта, янкар сарă япала. || Шарбаш. Кĕпешне (= кĕпе ăшне) шăнăçмаç. Выходит из себя. (Ку сăмаха хуйхă, çилĕ чухне калаççĕ).

кĕпĕр

(к'ӧ̆бӧ̆р, кэ̆бэ̆р), подр. легкому топоту многих ног, при одновременном поднятии или движении толпы или стада, все сразу, разом. Аттик. Эй, Эл-кӳлли чӳк, çырлах! Хура халăхпа витĕнетпĕр, тӳлек çăмăрна пар. Акă çăмăр çӳретме шурă ине паратпăр, тесе, кĕпер ӳксе пуççапаççĕ. М. Яуши. Тăмана: кĕр такмак! (иди в сумку!) тесе каларĕ, тет те, кĕпĕр-кĕпĕр! тесе, кĕрсе ларчĕçĕ, тет, хурама чукмарсам. Альш. Халăх кĕпĕр-кĕпĕр! тăваççĕ, шăкăл-шакăл! тăваççĕ. Ск. и пред. 80. Кĕпĕр-кĕпĕр сиктерсе килсе тухрĕ вăрмантан, ыттисенчен маларах, çĕнĕ кĕрӳ Тăхтаман. Мижула. Вара ачасем кĕпĕр тăчĕç те, питĕ хытă чопма поçларĕç (побежали). N. Кĕпĕрех сырса ил, окружить разом. || Юрк. † Кĕпĕр-кĕпĕр! шурă кĕпе, арки вăр-вăр тават-çке.

кĕр

(к'э̆р, кэ̆р), выйти, зайти, вьехать, заехать. N. Санăн ăçта кĕмелле? тесе ыйтрĕ ăлавçă. N. Ăçта кĕрĕпĕр çĕр выртма (на ночлег)? Альш. Хулана кĕнĕ çĕртех (при самом въезде в город) пĕр пĕчĕкĕ çурт пулнă. Етрух. Пӳрте кĕре-кĕре тухаççĕ («çынна пытарни»). Орау. Мĕн пур пӳлĕме (во все комнаты) кĕре-кĕре тухрăм. N. Пӳрте кĕнĕ-кĕмен (не успел войти, а...) ятлаçма тапратрĕ. Чуратч. Ц. Усал тарçи пӳрте кĕнĕ-кĕмен ыйтрĕ, тет: куртăн-и? тесе. N. Сарă сĕтел кутĕнчен, мăйлă стаккан патĕнчен, ĕçсе-çисе кӳпĕнсе, кĕре-туха пĕлмеççĕ. N. Вĕреннĕ те (привык) унта çӳреме, халь те хăш чухне астумасăр (невзначай) кĕрех каяп. N. † Ай-хай, хамăр тантăшсем халех кĕрсе кайăпăр. Орау. Эп леш пӳлĕмрен тухнă çĕре вăл кĕнĕ-тăнă (вошел). ГТТ. Кĕриччен малтан, тухассине тавçарса ил. (Перевод тат. пословицы). N. Вара хĕрпе арăм, пĕркенчĕк ăшне кĕрсе ларса арăмĕ виçĕ çавра (3 куплета) йĕрсе кăтартать N. Вăл вăрманта çӳрекелерĕ-çӳрекелерĕ, тет те, темскерле пĕр упа капкăнĕ çине кĕчĕ кайрĕ (наткнулся), тет. Пазух. Хĕрсем вăйăран кĕрсессĕн, каять урам илемĕ. Сĕнтерчĕ 37. Ниçта кĕре-кая пĕлмесĕр, кускаласа çӳрет. Могонин. Пĕр пусăк çын пĕчĕк çынăнне уй анине пĕр утăм пек кĕрсе сухаланă (запахал лишку). || Тайба-Т., К-Кушки. Калуш атта кĕмес. Капоши не лезут на сапоги (калоши малы для этих сапог). || Попадать, проникать. ЧС. Тăла çăпатисене пĕри те пал(л)аса сырман: хăшĕ алла кĕнĕ, çавна сырнă. N. Çав йывăçсем пĕтĕмпех пиçсе кайнăчĕ, хăшĕ çурри таран çунса кĕрсе кайнăчĕ (обгорели). Альш. Ялăн тулашне тухса, çĕре алтса кĕреççĕ те икĕ енчен, хапха пекки тăваççĕ. («Çĕнĕ вут кăларни»). Сюгал-Яуш. Кайран пĕр мăн полă кĕчĕ (поймалась). N. † Çинçе вăлтана кĕрекен, хăй те кăртăш чĕппи вăл. Цив. Пулă çавăн пекех кĕрет (ловится). О сохр. здор. Çапах та хăш-хăш таса мар япала тӳшек çитти витĕр те çапать: пысăк çынсен тарĕ, ача-пăчан шăкĕ кĕрсен, тӳшекрен вара пит шăршă кĕрекен пулать (пахнет). Сред. Юм. Ôра айне кĕрен вит! Ведь лезешь под ноги. N. Тĕтĕм коçа кĕрет, ят коçа кĕмест. (Послов.). Толст. Çамрăк турачĕсем пĕрĕнсе кĕнĕ (сморщились). Альш. Хай Утил (Удел) çинчен калаçса кĕрсе кайрăмăр (разговорились об...) эпир. Ib. † Çамрăк хĕрсене илем кĕмес, кĕмĕл тенкĕ çакмасан. || Подгонять друг друга. Шел. 80. Харăс çĕкленсе йĕрки-йĕркипе, пĕр-пĕрин çине кĕрсе пыраççĕ (косцы). || Напасть. Истор. Тутарсем çине пырса кĕрсе, кам алла лекнине йăлт вĕлерсе тухнă (они). Ib. Вăл тăшман вырăссенчен темиçе хут вăйлине курса, унăн çине кĕме хăраса тăнă. Алекс. Нев. Нимĕчсем тĕрлĕ енчен вĕсем çине пыра-пыра кĕнĕ. || Поселиться, поместиться, занять. Изамб. Т. Халĕ кам патĕнче пурăнат? Якур патне кĕнĕ (погорелец). Изванк. Унăн мĕн каланисене хут çине çырсан, виç-тăват листа çине те кĕрес çук. Орау. Ăçта кĕрет-ши ман?! (о еде: «куда это только у меня помещается?!» — т. е. я много ем). || Идти, уходить. Изамб. Т. Тума (на одежду) пилĕк аршăн пустав кĕрет (идет). N. П. С. ани çинче урапана кĕмерĕ. || Наняться, поступить на место, на работу. N. Кĕр хам пата тарçа, мĕн чул илетĕн укçа, тенĕ вăл. Истор. Годунов патшана кĕрсе-кĕрсе пит тĕплĕ кĕрсе ларасшăн пулнă. Регули 1216. Кĕрсенех (малтан, кĕрсенех; первей, кĕрсенех) йăвăрччĕ, кайран çăмăлланчĕ. || Коракыш. Кусем татах парăма кĕнĕ (вошли в долги). || Капк. Те лупас айĕнчи тин туса хунă чĕрĕ кирпĕçсем çинче йăваланнипе айăпа кĕнĕ (провинился). || N. Суйланă çынсем причака кĕмелле пулнă (должны были принять присягу). || Войти в употребление. Сред. Юм. Ĕлĕк çĕре ахаль виçнĕ, унтан вара сăнчăр кĕнĕ, пôрнан ĕмĕрте кĕççе кĕрет. Якейк. † Çынсам çинче порçăн тоттăр, пирĕн пуçа кĕрес çок, — кĕрес çок мар, тохас çок. || Войти в силу. N. Патшалăх Канашĕ тунă ĕç канашра ларакансенчен виç пайĕнчен икĕ пайĕ килĕштерсен тин (саккун) йĕркине кĕмелле пулнă. || Выйти в люди. С. Тим. † Эпир çук çын ывăлĕ-хĕрĕ, хăçан кĕрĕпĕр-ши çын çине? («çын çине кĕрес» означало «стать порядочным, состоятельным»). Девлизерк. † Атте-анненĕн пиллĕхĕ çитсен, пулмăпăр-ши эпĕр çынсем, кĕмĕпĕр-ши эпир çын çине? || Дожить до той или иной поры. Беседа 18. Микулай çапла мункуна кĕчĕ. N. Çуркунне иртсе кайрĕ, çăва кĕтĕмĕр. Альш. Йĕпе-сапана кĕриччен (пока не началось ненастное время). || Çăварни. Çакна илтсен, ĕнтĕ ăса кĕрес пулать (надо образумиться). N. Вĕсем куçĕсемпе курасшăн мар, кăмăлĕсемпе ăна кĕресшĕн мар (в ум прийти). || О запахе. Толст. Йытă хир чăххи йĕрĕпе малалла мĕн чухлĕ кайнă, çавăн чухлĕ ăна чăхă шăрши кĕререх парса пырать (пахло сильнее). СТИК. Ахтар, хăнчен тар шăрши кĕрет! || О купаньи. Ст. Чек. Пике те, шыва кĕрсен-кĕрсен, тухат. N. Çырма патне çитсен, ачасем пĕри те кĕресшĕн мар, пурте хăраççĕ. || О крещении. Истор. Çапла 988-мĕш çулта Киеври халăх пĕр кунтах тĕне кĕрсе пĕтнĕ. || Кан. Ĕлĕк хурал пӳрчĕ тĕттĕм, таса марччĕ, халь ĕнтĕ илемĕ кĕчĕ (стала опрятной). || Садиться (о ткани). См. тăла тĕртни. || В качестве вспомогательного гл. БАБ. Тултан пĕр чăхă тытса кĕрсе, пӳрт урайне яраççĕ. Ib. Вара хăй ман çăвартан ăша вĕрчĕ те, таçта кайса кĕчĕ (исчез). Альш. Акам, эсĕ ман хыçран питĕрсех кĕр (запри за мною) хапхана. N. Çта кайса кĕресех! Куда же бы это укрыться! N. Чопкаласа çӳрет, ниçта кайса кĕримаçть. Çта кайса кĕчĕ ку шăрши? Шурăм-п. Хăмла татса пĕтерсе кĕнĕ чухне, пĕр шалча лартса хăвараççĕ. Чăв.-к. Кăшт выляса кĕрем-ха! Ходар. Ачасем: вирĕм, тесен, савăнса, таçта та кайса кĕрĕç (несказанно обрадуются). Юрк. Пырса кĕтĕмĕр (взъехали) пĕр кĕпер çине.

кĕрсе лар

засесть; вселяться. Юрк. Пӳрт çукки вĕр çĕнĕ хăма витнĕ пӳрте кĕрсе ларат. Изамб. Т. Хăшĕ маларах тухса ларнă (выдвинулись), хăшĕ каярах (взад) кĕрсе ларнă (избы). || N. Çак çаксем пурте (всё это) унта пынă çынсен чунĕсем патнех кĕрсе лараççĕ, ĕмĕрех асăнса пурăнма çитеççĕ.

Кĕрешĕньел

назв. дер. Сайгачкиной, б. Чист. у. Около нее киреметь çĕнĕ кĕлĕ.

кĕрĕш

(кэ̆рэ̆ш), наниматься. Шурăм-п. Иккĕшĕ вара пĕр армана хăма çурма кĕрĕшнĕ. Кан. Килес çул ху кĕтĕве (пасти) кĕрĕш те, вара выльăхсене питĕ лайăх асту (присматривай за ними). N. Çынна (в люди) кĕрĕшрĕмĕр. Кан. Йӳне кĕрĕшрĕм, улталарăр мана. || Соглашаться. N. Çамрăк çынсем ватăсем сăмахне кĕрĕшес, вĕсем сăмахĕсенчен тухас мар, мĕн каланине тăвас тенĕ. N. Пулать киресĕр çын: ним каласан та (что ни говори), кĕршмеçт! ЧС. Эй ачам, ачам! Çын сăмахне кĕршмен çын та пулат-кам... N. Илье каланине кĕрĕшрĕç те (согласились), ĕçлеме тытăнчĕç. N. Хăшĕ-хăшĕ, çав сăмаха кĕрешсе, патшă патне кайнă та. Микушк. Ар ывăлсем! Хуçа калать: çĕнĕ тырăпа турра асăнса, пичĕке чӳклерĕм, тет. Сире тиври, тивмери? Тивмен пусан, ун çинчен савăш курки пуçлас, тет. Эсир ăна кĕрĕшетри, кĕрĕшместри? || Начинать, приниматься. Никит. Унтан та пульмин, хăшĕ-хăшĕ, урăх кĕпесем тăхăнса тухса, выльляма та кĕршнĕ (в засуху). Ib. Кукамай, çакна илтсен, кĕршнĕ вăрçма аттене. Орау. Тавлашма кĕрĕшшĕрĕç.

кĕçĕн кăрлач

кĕçĕн кăрлачă, назв. месяца, «февраль». Никит. Кĕçĕн кăрлачăпа мăн карлачă пичĕшлĕ-шăлнĕллĕ. Кĕçĕн кăрлачи мухтанат: эпĕ çав пичче пек пулсассăн, ватăпа вĕтте пăх çумне шăнтса лартăттăмччĕ (приморозил бы), çĕнĕ çынсене (молодушек) кĕвенте çумне шăнтса лартăттăмччĕ.

кĕш

подр, шуму стаи или вереницы. Альш. Хай хĕрсем ыран çĕнĕ çул тенĕ чух (накануне нового года), кăнтăрларахах, пуçтарăнса, тумланса, мĕн туса, кĕшерние кайма пуçтарăнаççĕ, кĕш-кĕш кĕшĕлтетсе çӳреççĕ.

кран

(кран), межа между полями двух деревень. КС. Альш. Çĕнĕ Пушчă (деревня Никольское) хирĕ кранĕ тĕлне çитет (доезжает до...). N. Кайсан кайсан, эпĕр кӳршĕ ял кранне çитрĕмĕр.

креп

укрепленец. Бюрг. Крепсем хăшĕ-хăшĕ çĕнĕ çĕре куçса кайрĕç.

тăхăнтар

одевать, надевать (на кого-нибудь, что). || Обувать. N. Атте контине пĕлтереп: каярах орана тăхăнтараççĕ эпир килте туваканине, шокăшлаççĕ анраса çитет тесе. || Вдевать. Янтик. Чăпăркканăн аврин варрине шăтараççĕ те, çав шăтăка çинçе кантра тăхăнтараççĕ, çавна ал чикмен, теççĕ. || Унизывать. || Насадить. Альш. Юпасем лартса, икĕ юпаран хулăн патак шăтарса тăхăнтарса... (Çĕнĕ вут кăларни). Изамб. Т. Ул шăлсем çине тупан пуçне пĕрер йывăç тăхăнтараççĕ (о санях). Орау. Алăри çĕрре кăларса патак çине тăхăнтартăм. Ib. Урапа кустармине тĕнĕлтен кăлартăм та тимĕрçе патак çине тăхăнтарса туртса (кустарса) карăм. || Бить, ударить. Юрк. Унччен те пулмаст, хай пул арăмĕ балык вырăнне уринчен сăран пушмакне хывса йăтса кĕрет те: акă сана балык, тесе хай пупа, ӳсĕрскере, пуçран тăхăнтара пуçлат. Орау. Пуçран тăхăнтарать те тăхăнтарать. Ib. Ку тата ĕнсерен тăхăнтарма тытăнчĕ. Хурамал. Çавăнпа вăл салтака палланă та алăкран кĕнĕ майпа салтака çиленсе чăмăрпа тăхăнтарса ячĕ, тет.

Тăхăр ял

общее назв. девяти чувашских селений в б. Буинск. у. (ныне Буденновск. р. Татарск. АССР). Альш. Тăхăр ял — 1) Пӳркел, 2) Пимĕрсел, З) Кивĕ Мертлĕ, 4) Çĕнĕ Мертлĕ, 5) Елшел, 6) Раккасси, 7) Таккавар, 8) Киштек, 9) Хирти Кушкă. Çав ялсене Тăхăр ял теççĕ. Çак тăхăр ял ĕлĕк пĕр ял пек пулнă. Вĕсенĕн çĕрĕ пĕрле пулнă. Пĕрле пурăнса вĕсем пит пысăк чӳксем тунă.

тăхлан

олово, оловянный. ГФФ. † Ăçтан та янрать, янрас çок — тăхланпала хочăшлă. Как ей (монете) звенеть, где ей звенеть, когда она смешана с оловом. N. Тăм кĕлетке тăхлан куç, шур шĕлепке шуйттан пуç. (Шутка). Юрк. Хĕрлĕ шăрçа мерчен мар, тăхлан шăрçа кĕмĕл мар. Сред. Юм. Шыв çине тăхлан ирлтерсе ярсан салтака каяс полсан тăхлан пăшал пик полать, тет, çав çол алланас полсан, хĕре — качча каяс полсан, менчет шапки пик полать, тет. БАБ. Тăхлан шăратса яни (гаданье в çĕнĕ çул каç). || Свинец. Шашкар. || Оловянные монеты. N. Икĕ тăхлан, пĕр нухрат, хур пулать-çке тăхлансенĕн хушшинче. Образцы 17. † Елшел хĕрĕ ӳсет-çке, кĕмĕл айне пулать-çке. Мертлĕ хĕрĕ ӳсет-çке, тăхлан айне путать-çке. || Фамильное прозвище.

тĕлĕк

сон. КВИ. Çамрăк кунсем, ыр кунсем иртсе кайрĕç тĕлĕк пек. N. Ашшĕ-амăш вилнине тĕлĕкри пек астунă. Ст. Чек. Тĕлĕкре камăнне те пулсан çĕнĕ пӳрт курсан, ун çемйинче çын вилет, терĕ. Сред. Юм. Тĕлĕк çинех полчĕ. Çывăрса тĕлĕк тĕлленсе выртнă çĕртен кам та полса пырса тăратсан калатчĕç; вара çав тĕлĕк пырса тăратакан çынна полать, тетчĕç. Артюшк. Ăстарик арăмне каланă, тет: тавай ачасене мунча кӳртсе тĕлĕк кăтартма выртарар, мĕн пуйтарĕç тет; кусем мунча кӳртсе ачисене тĕлĕк кăтартма выртараççĕ, тет. N. Сан тĕлĕкӳ акă мĕн пуласса курăннă. Орау. Тĕлĕкре мар пек, будто наяву, а не во сне. N. Ирхи тĕлĕк çынна пулать, терĕ. Утренний сон, говорит, относится к чужому человеку, пришедшему в этот дом. Сятра. Тĕлĕкре тора çисен, е çĕтсен, ĕнет е кайăк полмас, тетчĕç карчăксем. N. Сире тĕлĕкре питĕ курап. N. Эсĕ чирленине эпĕ пиçмо илечченех пĕлнĕ тĕлĕкпе. N. Мĕне пулĕ вăл тĕлĕк. Моркар. Тĕлĕкре хорăна касса ярсан, килте хĕрарăм вилессе, йоман кассан, арçынна полать, тетчĕç. N. Ман тĕлĕк те вилмеле катартмас-ха. Сятра. Çапла калатчĕ: çырмара аташсан, тохимесен — чиртен соалмас, тохирсен — соалирет; тĕлĕкре ут тарсан, арçына лайăк мар; тĕлĕкре вĕçсе çӧресен, çитĕнет; тĕлĕкре орапапа чопсан – соя, халăк сойи – лайăк мар. ДФФ. Чăвашсем тата юмăçсене тĕлĕк курма калатчĕç. Юмăçа тĕлĕк курма пиçиххи е урăх япала кайса паратчĕç те, çывăрнă чух ăна пуç айне хурса çывăрма калатчĕç. Ирхине вара юмăç тĕлĕк тăрăх чир мĕнтен пулнине, ăна епле тасатма кирлине „каласа кăтартатчĕ“. Ĕлĕк чăвашсем тĕлĕке пит ĕнететчĕç. Пирĕн анне калатчĕ: эпĕ тĕлĕкре тутар улпутне курсан, вăл кипĕт киремет пулать, вырăс улпутне курсан, вăл çĕн-ыр киремет пулать, Чăрăшри Микулай вăртахлăма курсан, вăл Ишекри Микул турă пулать, тетчĕ. СЧУШ. Тĕлĕкре арман авăрсан, вăрçă пулать. Рак. Вир тайăттăм, тăванăм, çырайăттăм, ман тĕлĕке мĕскер кĕрĕ-ши. ЧП. Ăйăхра курнă тĕлĕк. Расск. Çасран вăл юри çывăрмасăр тӳссе пурăннă. Сунчел. Эпĕ ăна (его) халĕ тĕлĕкри пек анчах аçтăватăп. Изамб. Т. Тĕлĕк каласа пар, рассказывать сон. || Ой-к. Вăл тĕлĕкре чухне акă мĕн курнă. || Орау. Тĕлĕк кайса патăм та-ха, ыран тата, кайса пăхсан, мĕн калĕ. Сред. Юм. Тĕлĕк патăм. Кирек мĕн пысăк ĕç тума тытăнас оммĕн йот çын пуç айне хăй япалине кайса хоратчĕ, вара çав пуçелĕк çинче çывăрнă çын корнă тĕлĕк пуçайне япала пырса хонă çыннăн полать, тетчĕ. || N. Ман ятпатĕлĕк асăнса пăхăр-ха. (Из письма). N. Çак тĕлĕке уйласа ярăр çыру. || Сред. Юм. Тем тĕлĕк хыптарнă, хам тин пасартан тавăрнтăм, чашăк илме астуман та (память отшибло). N. Тем тĕлĕк хыптарнă. (Говорят, когда забыл). || N. Эп кона тĕлĕке те илмен. И не думал, и не предполагал. Чума. Докторсем пирваях вăл чума икенне тĕлĕке те илмен. || Призрак навязчивый. N. Каç выртсан та, тĕлĕке кĕретĕн. N. Тĕлĕк комат тĕслĕ. || Несметливый, ротозей. КС. Сред. Юм. Эй тĕлĕк, эс те тĕлĕкпе çиç çӳрен çав. Так называют того, кто сделал что-нибудь не так, как следует. Орау. Е-е тĕлĕк, хăй аллинчи алсине шыраса çӳрет.

тĕм

кочка более на сухом месте, напр., на лугах. М. Етмен. Собр. Карти тĕм, карти айĕнче муклашки. (Хăяр). Т. VI. Загадки. Тĕм-тĕм тĕмеске, тивмесĕрех тивет-çке. (Куршанкă). || Куст. N. Тĕм-тĕм ӳсекен йĕплĕ çырлаллă йывăç. Собр. Тĕм хăвана тĕллесе пырас пулат, теççĕ. Подходя к таловому кусту, надо держать (оружие) ка прицеле. Лашм. Тĕм-тĕм хăва хыçĕнче вуникĕ ăсан йăви пур. БАБ. Çеçен хирте тĕм хăва, тĕм хăвара сакăр çерçи, пĕр карăш. (Присловье к чуклеме). ЧП. Пыраттăм-пыраттăм çулпала, тĕм-тĕм шĕшкĕ тĕл пултăм. N. Йывăç тĕмĕ, куст дерева. А.-п. й. 39. Пытанса вырт тĕм хушшине, тет ула-такка. N. Тĕмсем хушшинче тилĕ пытанса выртнă мĕн. ЧК. Умри кашни тĕме, сăрт тӳпине тĕплĕн тĕрĕслетпĕр. Юрк. † Тĕмĕн-тĕмĕн йĕплĕ хулă, темиçе çул ӳссен те вĕренене çитес çук. || Толст. Курăк тĕмĕ. N. Кашни курăк тĕмĕ, кашни йывăç тĕпĕ ӳсни вĕсене хĕпĕртеттерет. || Куча. N. Чул тĕми. СТИК. Кăткă тĕми, муравейник. || Группа. В. Олг. Çăка тĕмĕ, группа лип, выросших из одного корня. || Пяток (снопов). Н. Седяк. Вырнă кĕлтене икшер, виç-шер, пилĕкшер хураççĕ, çавна тĕм теççĕ. Сред. Юм. Тĕм — пять снопов, внизу два, на них два и сверху один. N. Тĕм тултар. Букв. Эпĕ хирте тырă вырса икĕ тĕм турăм. Хорачка. Тĕм — пилĕкшер кĕлте. С. Тим. Тĕм çине тĕм лартăр. (Из моленья). БАБ. Тĕм çине тĕм хума, çĕмел çине çĕмел хума пар. (Из моленья). Чув. прим. о пог. 330. Çĕнĕ çул каç çăлтăр çăра пулсан, пăрçа, мăйăр пулать, хирте тĕм çăра ларать. Если в ночь под новый год звезды часты, на поле будут частые пятки (снопов хлеба), горох, орех уродится. Арзад 1908. Тăваттăшĕ миçе тĕм урпа вырнă? || Пять ручонок. Мыслец. Шарбаш. Тĕммĕн-тĕммĕн сӳс тĕми, пĕр пĕрчĕкĕн суйласа хитре çурăм турăмăр. Тĕмлĕх, кустарник.

тĕпче

допытывать, выпытывать. Сред. Юм. Мĕнле çын эсĕ? тесе ыйтса тĕпчет. Ib. Тĕпчесе пĕл эс она (это ты как-нибудь выпытывай). Ск. и пред. чув. 6З. Йăлтах тĕпчесе пĕлчĕ вăл унтан. СПВВ. ИА. Сутра питĕ тĕпчесе ыйтаççĕ. Альш. Килĕ-йĕрĕсенче епле-епле пурăннисем çинчен ыйтса туса тĕпчесе тăман эпир вĕсенчен ача-пăча. N. Аçăр пурăнать-и сирĕн? Тата тăванăрсем пур-и? тесе тĕпченĕ вĕсенчен. || Допытываться. А.-п. й. 48. Мĕнле çĕнĕ хыпарсем? — тесе тĕпчет кашкăрĕ. || Расспросить, разузнать. БАБ. Вăл манран мĕшĕн килнине (зачем я пришла) пĕтĕмпе ыйтса тĕпчерĕ (расспросил). Хурамал. Эсĕ вăл сăмаха тĕпчесерех кил-ха (= лайăхрах пĕлсе кил). Чув. календ. 1910. Çĕрне тупсан, хакне лайăх тĕпчес пулать. Ib. Çĕр илсе ĕçе пĕтерме мĕнле-мĕнле хут çырмаллине лайăх ыйтса тĕпчес пулать. N. Тек хам ăшра шухăшласа хама хам тĕпчесе çӳретĕп. N. Петрункевич каланă сăмахсем пирки пăртак тавлашсан пухури çынсем пурте халăха мĕн калассине часрах тĕпчемелле тунă. Ст. Чек. Унтан тĕпчесе ыйтса пĕлнĕ (тĕпче, расспрашивать). N. Симун унтан йăлтах тĕпче пуçларĕ Пуриссем епле çӳрени çинчен. || Исследовать.

тĕрĕ

узор, вышивка, рисунок. Нюш-к. Икĕ енни пĕр пекки çын пĕлми тĕрĕ. Унпа юнашар ухмах тĕрĕ. Çын пĕлми тĕрре пит ăста çын анчах тăвать. Чăнах та çын пĕлми тĕрре тăвакан çын кирак мĕнле тĕрре те тума пултарать. Çын пĕлми тĕрре халь тума пăрахнă. Куна куç витĕр курман карчăк чухпа тăвса пачĕ. ЧП. Ӳкерсе тума тĕрĕ мар. Сл. Кузьм. 164. Тĕрлĕ тĕрĕсемпе илемлетсе пĕтернĕ. М. Яниково. Ĕлĕк ку тĕрре (расшитый узорами платок) кĕрӳ туйра çурмаран хутласа икĕ кĕтеслĕ тăвса çурăм çине çакса çӳренĕ. Т. II. Загадки. Юплĕ-юплĕ тĕрĕ йăвăç çинче чĕрĕ аш çакăнса тăрать. (Пилеш). Нюш-к. Тĕрре хуратрăм тени пир çинче пĕр çипе тĕрĕ мĕнле пулассине йĕрлесе тухрăм тени пулать. Мыслец. Тĕрĕ, вышивка. Кубово. Эс мĕн тăван, тăхлачă? – Йăвăр тĕрĕ тăватăп. Шемшер. † Тĕрре пĕлмен хĕрсене сарă порçăк нушнах мар. Образцы 22. † Тĕрре пĕлмен хĕрсене мĕне кирлĕ сар пурçăн. Ib. 4. † Ялан вăйăпа пулас мар, тĕрĕ тумасăр юлас мар. Ib. 1. † Кăвак чечек тăррисем – вĕт улача тĕррисем. || Рисунок на монете. Шаймурз. Йешĕлех те хурăн çулçисем чистă патша укçи тĕррисем. N. Укçа тĕрри пур пирĕн, эпир тухса кайиччен, ӳкерейсе ăна юлсамăр. Тим. Пирĕн савна тусăн куçĕсем çĕнĕ çитмĕллĕхĕн тĕрри пек. Юрк. Виç пус укçи тĕрри пур.

тĕтĕм

дым. И. Тукт. Кĕçех хутăр хуралти хыçĕнчен утă купи пек тĕтĕм çĕкленсе хăпарчĕ те, вут ялкăшма тытăнчĕ. N. Тусан вĕçет тĕтĕм пек. N. Малтан тохас тĕтĕм кайран тохтăр! N. Çĕнĕ пӳртĕн тĕтĕмне пĕлĕт илет парнене. Орау. Кăмака çинчен анмасть, кунăн-çĕрĕн тĕтĕм çинче ларать (относительно старика, живущего в черной избе). Ib. Тĕтĕм çинче ӳснипе вăсене пĕтĕмпех тĕтĕм сăнĕ çапнă. Юрк. Чукунта пиçнĕ яшка тĕтĕм тути калат. N. Салтак мĕскĕн пăшал перет, тĕтĕмĕ çĕре ӳкет. N. Пӳртрен тĕтĕм тухмасăр пӳрт ăшăнмас, теççĕ. Ала 109°. Тĕтĕм çăралсан ăшăтать, теççĕ. N. Тĕтĕмне кăлараççĕ (окуривают чем). Ст. Чек. Тĕтĕмрен (с трубы) укçа пуçтараççĕ. N. Тĕтĕмпе çаптар, коптить. Б. Чураш. Эпир чупнă чухне тĕтĕм столпи пысăкланса пучĕ. В. С. Разум. КПЧ. Мунчара тĕтĕм тулнă. К.-Кушки. Çын хăрасан, пуç тӳпинчен тĕтĕм пек тухат, тет. Çавна курса, йытă хытăрах çыпçăнат, тет. N. Йĕри-тавра тĕтĕм тăрать. Завражн. Кама вотă хотма кирлĕ, корне те паччăр, тĕтĕм тăрăх.

тĕтĕм-сĕрĕм

дым и угар, чад. Çутт. 154. Йĕри-тавра тĕтĕм-сĕрĕм хупласа илнĕ, вĕри сывлăш хумханса çеç тăрать. Сред. Юм. Тĕтĕм-сĕрĕм тасалтар. Пусть угар вычистится. N. Ĕнтĕ ăшăм çунать, ăшăм çунать, тĕтĕм-сĕрĕм тухни курăнмасть. N. Калама та çок, так тĕтĕм-сĕрĕм анчах вĕçет. Тĕтĕм-сĕрĕм калар, в перен. знач.— работать во всю. Кан. Тĕтĕм-сĕрĕм кăларса... Çĕнĕ копператтив уçма тытăнаççĕ.

чысла

почитать, почтить. Сиктер. Çĕнĕ тырăпа чӳке çапла чыслаççĕ... || Угощать, потчевать, ухаживать. Сред. Юм. Хăнана лайăхрах чысласа ярасчĕ. Н. Лебеж. † Ай хăтаçăм Иван, ялан чысна чысларăн. N. Тĕпелĕнче арăмĕ чыслать пыллă сăрипе. || Принять. А.-п. й. 76. Нуша тусăма какай та пулин пĕçерсе çитерер, пирĕн ăна чыслама урăх нимĕн япала та çук,— тет.

чипер

красивый, хороший. N. Чипер = хитре = илемлĕ. Дик. леб 44. Епле эсĕ кунта килсе çаклантăн, чипер хĕрĕм? Как ты попала сюда, прелестное дитя? Ск. и пред. чув. 14. Вĕсен чипер хĕрĕсем е çӳренĕ вăрмана. КВИ. Чипер ача Сетнерĕн пĕр урхамах лаши пур. Пазух. 25. † Чипер ача, сар ача, выляясчĕ, кунта çук. N. Ачи чипер те, сăмси пылчăклă. Мальчик-то хорош, только нос в грязи. Сăрнай 2. † Эс чипер, эп чипер, чăн чиперри çак ачи... Ib. 6. † Эс чипер те, эп чипер, санран чипер тата пур, сик тух, чиперри! Ib. † Эс те чипер, эп те чипер, тавай виççĕн чуп тăвар, тавай иккĕн чуп тăвар. Ib. † Эс чипер, эп чипер, чăн чиперри кунта çук, сик тух! Ib. 8. † И эс чипер, эп чипер, чăн чиперри çак ачи. Ib. 13. † Чуп! чуп! чуп тума чипер ача кирлĕ. Халь те чипер, тата чипер, тата чипер кирлĕ. Пазух. 25. † Эс те чипер, эп те чипер, тимĕр туя каяр-и? Ib. 14. † Эпир чипер теетĕр, сиртен чипер тата пур. Образцы 13. † Питре писев сĕретĕр, эпир чипер тиетĕр. Якейк. Ай, чипер-çке ку! Ах, как она красива! Образцы З. † И, ту чипер, ту чипер, ту аякки çул чипер. Вылямашкăн-кулмашкăн тухя пуçлă хĕр чипер. Якейк. Ытла чипер уш, калама çук чипер, пит чипер, тĕлĕнмелле чипер. СТИК. Ку хĕр пит чиперскер (без недостатков в форме тела и красива, а илемлĕ — красива лицом). Ст. Чек. Чипер çын: 1) красивый, 2) хорошего нрава. Шурăм-п. Хĕрсем пуринчен те ытла. Пурте чиперпе пĕрех (почти все красивы). Ала 28. Эпĕ çавă урамра пĕр чипер хĕр куртăм та, унăн чиперне ытаримасăр çавă хĕр патне кайрăм. Юрк. Чипер, чипер тиеççĕ, чипер епле пулат-ши? Якейк. Вĕт вăрманта вĕт пошчи, сулля-сулля касрăмăр чипер çăпата тумашкăн. Трхбл. Эй мăнтарăн чиперри, вут-шыва ӳкерет. (Чиперри подразум. илемлĕ хĕр, вута-шыва ӳкерет = темĕскер те тутарат, пĕтĕм халпа хыпалантарат). Ст. Айб. Чипер çын килен-каян чуп тăвать. (Шыв курки). || Нормальный, здоровый. Альш. Чип-чипер çынах пулчĕç хай çынсем. Они оправились от похмелья. Ib. Халĕ те пулин чипер алă мар. И до сих пор рука не как следует, не поправилась. N. Чĕре те ыратать, ӳпке-пĕвер те чиперех мар. Сборн. по мед. Ку кĕнекене чипер тăн-пуçпа йĕркипе вуласа тухсан... || Полный. Етрух. Чипер выйлă ĕçкĕре хăнисем вунпилĕкшер, е çирĕмшер çуна пулать. || Целый. П. Патт. 6. Сан автан пек пĕремĕк чиперех-и-ха? (цел ли?). || Порядочный. Юрк. Хăш та хăшĕ (иной) чипер çын ачи-пăчинех хурлама тытăнăт. || Кан. Ха, чиперех çынна ӳкесрен çăлтăм (не дал упасть), ахалĕ ӳкетчĕ. || Спокойный. Сред. Юм. Чипер вилĕмпе вилмен çын (называют сгоревшего, утопившегося, удавленного, задавленного и т. д.). Арçури. Йӳсмер панчен иртрĕмĕр, чипер çула тухрăмăр. || Удачный. Арçури. Çулĕ чипер пулинччĕ, чун шикленми пулинччĕ. || Благополучно, удачно, счастливо. КВИ. Чипер кайăр. N. Чипер çитĕр! Желаю счастливо доехать (возвратиться). Я. Турх. Чипер кайăр! Счастливого пути, досвиданья (уходящему). N. Савса янă салама чипер илĕр. N. Кайнă чухне хуçине ак çапла каласа хăвараççĕ: çитĕ, чипер тăрăр, хуйхăр харама кайтăр, вилни чипер вырттăр, теççĕ те, килĕсене саланаççĕ. Янш.-Норв. Кăçал чипер качча парсан, ашшĕ (девушки) юратса пĕр тынапа икĕ сурăх парас, тет (в приданное). Ала 15. Пулăçăсем вара арăма тархасласа лартса чипер каçарса ăсатса янă, тет. Юрк. Сыв-и? Чипер пурăнатра? – Сывă-халĕ, чипер пурăнатпăр. Ib. Хăта-тăхлачă, сыв-и-халĕ? Чипер çӳретре? – Сыв çӳретпĕр-халĕ, турра шĕкĕр, хăр чипер çӳретре? N. Чипер пурăн, ан кулян. Ск. и пред. чув. 30. Чипер пурăнăпăр. ТХКА 41. Йĕрсе те ним тума та çук ĕнтĕ, ан йĕрĕр, йăхĕ юлнă-ха, тьыхи пур-халĕ, чипер пурăнсан, тьыхаран лаша пулĕ. Сятра. Чипер тат! Пили хорошенько. Юрк. Чипер кăна, хорошенько. N. Халĕ ошкăнĕпех (все) су, чипер, лайăх порнатпăр. Бес. чув. Сыв пул, чипер юл, терĕ те, килне тухса кайрĕ. Орау. Чипер авăртса килме пар. Чем люди живы. Сывă пулăр ĕнтĕ, чипер юлăр. В. Олг. Чипер йол! – Чипер кай! Шибач. Чипер кайса килĕр! (Пожелание уезжающим). Б. Олг. Чипер тăрăр, тет (хорошенько стойте). N. Ĕнтĕ чипер тăрăр (= аван тăрăр). Хывсан ют çынсем çапла каласа саланнă. Изванк. Ай шăлăмсем, шăлăмсем, ай йăмăксем, чипер пурнăр, ай чипер пурнăр. Сл. Кузьм. 60. Выльăхсене чипер кĕтме. Орау. Чипер кайса килмелле пултăр! Счастливого пути! N. Ыр каç полтăр.— Чипер кай. Сред. Юм. Чипер çаврăнса кил! Альш. Чипер юл, шкулăм, юратнă çĕрĕм. || Спокойно. Чăв. юм. 1919. 2З. Чипер çывракан хĕре вăратрĕ. Йӳç. такăнт. 24. Чипер выртас та çывăрас! Ала 67. Çĕнĕ çынна çул çинче çамрăксем чипер пыма памаççĕ, ялан çĕнĕ çыннăн шывне тăкма шухăшласа пыраççĕ. Скотолеч. 10. Чипер пурăннă çĕртех сасартăк чирлет. Орау. Чипер ларнă çĕртренех сиксе тăчĕ те лешне çупрĕ ячĕ. Ib. Чипер выртнă çĕртренех ачана исе тухса кайса шăмăшкă кăтартрĕç (беду причинили ему, всадили в серьезную вину). Ал. цв. 6. Çапла чипер аван пынă çĕртенех, сасартăк вăл хăй умĕнче вут çути ялтăртатнине курах каять. Ст. Айб. Чипер пурăннине мĕн çитĕ, теççĕ. (Послов.). ЧС. Эй ачамсем, чипер çӳрĕр, пит ĕçсе ан ӳсĕрĕлĕр. N. Унăн ури пушмакпа чипер утакан пулчĕ. N. Шкултан чипер вĕренсе тухнă пулсан вăл ача ун пек пулмастчĕ. || Осторожно. ЧС. Ачам, шыва кайса вилĕн, чипер хытланăр, шывăн турат çук. ТХКА 49. Чипер, хăвăра хăвăр астуса çӳрĕр вара,— терĕ анне. || Прилично, вежливо. N. Чипер калаç, чипер çӳре. Хорошо веди себя. Ашшĕ-амăшне. Чипер калаç. Не говори вздора. N. Чипер çӳрĕр; чипер калаçкаласа тăр; чипер çывăр; чипертерех хор. Сред. Юм. Чипер çӳре. (На прощаньи наставление). Изамб. Т. Сана миçе каланă: чипер пул, ан ашкăн, çын евĕрлĕ пул, тесе. Б. Олг. Ну, тет, хĕрĕм, чипер лар, ан ӳк, тет (с лошади). Кан. Чипер калаçăр. Мĕнле пуçпа калаçатăр эсĕр. || Довольно. Изамб. Т. Ул çĕр чипер тĕттĕм пулчĕ. N. Кăçал тырă чипер полнă. || Как следует. Изамб. Т. Тытнă пулсан (если бы поймали), чипер хĕртнĕ пулĕччĕ. Кан. Чипер шутласа пăхсассăн, кунти çынсен касма панă вăрмана питĕ тирпейлĕ тытмалла пек. Янш.-Норв. Вăл çывăрса кайсассăн, малтанах хăрлатма тытăнатчĕ те, унтан вара çывăрса кайсан, чиперех йынăшма тытăнатчĕ. Микушк. Чулĕ чиперех авăрса ларать, тет (молол как следует). Капк. Хырăмне те чиперех ӳстерчĕ ĕнтĕ. Чăв. й. пур. 20. Кĕрккине вара тытса юлса хĕнесе вĕлернĕ; вĕлернĕ чухне Кĕркка кăшкăрни Иванĕ патне чиперех илтĕннĕ. Трхбл. Тарăн çырма пуçĕнче хăмăш чипер хумханат. Перев. Çав асăрхаман пирки (из-за неосторожносги) пĕрре кăна пит чиперех хуйхăрмаллиех инкек килнĕ кăна. Трхбл. Вăйçи маттур каласан, тантăш чипер хумханат. Юрк. Ун чухлĕ çăвĕ пур чухне хăнине чипертерех çуласа çитереймерĕ. Ib. Юрĕ, тет ку та, юлашки çуртине кама памаллине чипертерех ăнласа илеймесĕрех. ЧС. Пĕрре праçникре эпир ачасем выляса тăнă çĕрте хамăртан инçех те мар, урамра ӳсĕр çынсем çапăçнине чипертерех курас тесе, патнерех кайса тăтăмăр. N. Чиперех кăнтăрла. || Крепко, зажиточно. N. Чипертерех тăракан çынсем. N. Апат-çимĕç чипер пурăнакан хресченĕнчен нимрен те уйрăм пулман. Ст. Чек. Чипер пурăнаççĕ = пуян пурăнаççĕ. || Действительно, вправду. СТИК. Чиперех хайхи мăн шухăш тытрĕ те, кая пачĕ (и вправду, взял да ушел). Коракыш. Эй-эй-эй, çирĕм пилĕк тенкĕлĕх япалана чиперех сая ячĕç (ячĕ+ĕç), эпĕ ăслăскер пулĕ терĕм те, ухмах пулчĕ. || Ст. Айб. Чипере курсан тăхăнас килет. (Çĕрĕ). || Красота. Тайба Т. Сан чиперпе ман чипер кăвак чечек тăрринче. Якейк. Пирĕн кинĕн чиперри вăрмая орлă корăнчĕ.

чис

угощенье. Альш. Хура вăрман çине пас тытнă, тăванăмсем, ăсатăрсам пире, чис çитнĕ. N. Çав мунчаран тухнă çĕре çак хăта чис хатĕрлет. Ст. Шаймурз. Çак тăвансем патне килсессĕн, хăçан чис курмасăр кайни пур. Ст. Айб. Савнă тусăм аса килнĕ чух, çитеймерĕм эп чиспала. || Пиршество. N. Унăн пирвайхи чисăнче çичĕ çулхи вăкăрĕ пулнă. || Почет, честь, уважение. Ала 11°. Ку çамрăк хуçа арăмĕ ку ватă хуçана чис парса каллех ĕлĕкхи вырăнсем çинех лартăрĕ, тет. N. Эпир ачана çак тĕрлĕ чис туса килетпĕр, эсир ырă кăмăлтан кĕтетре? Юрк. Ямшăксенĕн чăпăрккисем вăрăм чăпăрккă, çавăрса çапмасан чис пулмĕ. Ст. Чек. Чисран тухнă (человек, потерявший нравственность). Ib. Ман чисма ярат (çухатат), меня компрометирует. || N. Иртен-çӳрене пăхма юратнă çынсем çĕнĕ хăнасене пит чис пăхнă. || Ст. Чек. Хăрхăм хăй чисра: ăна нимĕн çитере пĕлмеççĕ.

Вăрманхĕрри Чурачăк

селение Подлесные Чурадчики (Комсомольск. р.). ЧК. Вăрманхĕрри Чурачăкра çĕнĕ вулав çурчĕ уçрĕç.

чӳк уйăхĕ

назв. месяца, одиннадцатый месяц, ноябрь, см. уйăх. Ст. Чек. Чӳк уйăхĕ, ноябрь, уйăх пуçĕнче чӳк тунă. Ib. Чӳк уйăхĕ. Малтан килĕшпе, унтан вара выльăхшăн-чĕрлĕхшĕн, унтан вара карта пăтти, карташĕнче пăтă, хăпарту, пăру (ăшне-варрине) çинĕ чухне сар çу хурса çиетчĕç, пĕçеретчĕç. Коракыш. Чук уйăхăнче киремете тăватчĕç (жертву приносили). Уфим. Чӳк уйăхне (ноябрь) пирĕн чăвашсем чук тунăран каланă. НТЧ. Çав киремете пуççапаканнисем, авăнсем çапса пĕтерсен, чӳк уйăхне кĕрсессĕн, çĕнĕ тырра авăртса çĕнĕ пĕрке çăнăх тунă. Шумерля. Чӳк уйăх, октябрь. Начерт. 199. Чук ойăх, декабрь.

чӳк отти

сл. неизв. знач. Сятра. Пĕр çĕнĕ çын чук оттинелле каят, тет.

чӳкле

совершать чӳк, приносить в жертву. Т. VI. 31. Тата икĕ хăпартува турă амăшне чӳклерĕç. Изванк. Унтан вара юсмансене чӳклеме тытăнчĕç. N. Чи ырă, чи хаклă тирсене юмăçсем халăха кĕлеткесене чӳклеме хушнă. С. Тим. Пурне те хатĕрлесе çитерсен чӳклеме тытăнатчĕç. Чи малтан сăрине чӳклетчĕç, унтан пăттине. НТЧ. Вĕсем çĕнĕ тырра-пулла чӳклемесессĕн перекечĕ çук, тетчĕç. Собр. Юмăç пăхтарса килсессĕн, киремете пăтăпа, юсманма чӳклетчĕç. Ib. Часавай патне çитсе, кулач илсе чӳклесен, пĕр татăк киремете çитĕр тесе пăрахатчĕç.

чӳклеме

назв. обряда. Хурамал. Хăнасем килсен, тепĕр кун пурте чуклеме чуклетчĕç. N. Мункун хушшинче чӳклеме ĕçетчĕç. Ходар. Чӳклеме ятлă авалхи йăла çинчен пĕр алçырăвĕнче çапла çырнă: „Пирĕн патра чăвашсем хăйсен авалхи йăлипе чӳклеме туса ĕçсе çиеççĕ. Чӳклемене çĕнĕ тырă салачĕпе тунă сăрапа, çĕнĕ тырă çăккăрипе, çĕнĕ тырă кĕрпипе чӳклеççĕ. Чӳклеме тумасан тырă-пулă перекечĕ пулмасть, теççĕ. Ăна çулне пĕре анчах тăваççĕ. Чӳклемене тĕрлĕ вăхăтра тăваççĕ. Хăшĕ е тăр хĕлле тăваççĕ, хăшĕ çăварнире туса иртереç, алă çитнисем авăнсем пĕтерсен кĕркуннех туса иртерсе яраççĕ... Çапла кашни харпăр хăй хурăнташне чĕнсе пухаççĕ. Çынсем пухăначчен килте тануш пăтă пĕçерсе хатĕрлеççĕ. Ăна çынсем пухăнса çитсенех чӳклемеççĕ-ха, пирвай пĕр-ик-виçĕ чĕрес сăра ĕçсе лараççĕ. Çапла виç чĕрес ĕçсессĕн, çĕнĕ пичкерен пуçласа сăра ăсса сĕтел çине кăларса лартаççĕ. Тирки çине йĕри-тавра хĕррипе, çемьере миçе çын, çавăн чухлĕ кашăк тăрăнтарса хурса тухаççĕ, пăтти варне пĕр уçламçу çу хураççĕ; унтан тиркĕ çине хай çĕнĕ тырă çăнăхĕнчен тунă çăкăра хураççĕ. Вара паллăрах çынсене пĕрер курка сăра тултарса тыттараç, пĕри кĕрекене кĕрсе пăтă тиркине тытать. (Пăтă тиркине ăна сĕре çынна тыттармаç, епле те пулин пуянтарах пурăнакан çынна йăттараççĕ. Юрлă çын тытсан, тырă-пулă пулми пулать, теççĕ). Вара алăк патнелле кар пăхса тăраççĕ те, ак çапла чӳклеççĕ (курка тытманнисем, пуçĕсене çĕрелле чиксе, çĕлĕкĕсене сулахай хул айне хĕстерсе тăраççĕ): „Çырлах! Çӳлти мăн турă, мăн турă амăшĕ, пулĕхçи, пӳлĕхçи амăшĕ, сана çам çатса çам илетпĕр. Хуçа калать: авалхи йăлапа, çĕнĕ тырă сĕчĕпе, çĕнĕ тырă çăккăрипе, тырă-пулă пылĕпе, чипер тырра-пӳлла алла илнĕ йĕркепе сана, турă, ачи-пăчипе, ывăлĕ-хĕрĕпе, пĕтĕм килĕшпе пуççапас, тет, çырлах! Çак сăрана пылакне, тутине, перекетне-ырлăхне пар. Çичлĕ тырра-пулла çичĕ кĕлет тултарма пар, тет; перекетне ырлăхне пар, ана çине аксан, ана перекетне пар, вырса çĕмел тусан, çĕмел перекетне пар... Унтан пурте пĕрле харăс: çырлах! Амĕн çырлах, çырлах, çырлах, теççĕ те, пăтă тирки йăтни: килĕрех эппин, тет те, пурте çавăрăнса сак çине лараççĕ... Чӳклесе пĕтерсен, хуçипе арăмĕ сĕтел патне пыраççĕ те, пăтă чӳкленĕ чух тытса тăнă куркисене чĕрес çине тытса хĕвеле майлă виççĕ çавăрать те: перекетне ырлăхне пар, тесе сăрине чăлт чĕрес çине ярать. Юлашкине пĕр-пĕрне тав туса ĕçсе яраççĕ. Курка тытнисем ыттисем те хуçисем хыççăн çавăн пекех туса чĕрес çине яраççĕ те, хуçипе арăмне тав туса ĕçеççĕ. Çапла алăра тытса тăнă куркана кил хуçипе арăмне тав туса ĕçсе пĕтерсен, пăтă çиме лараççĕ. Пăттине ăна чӳкленĕ çăккăрпа çиеççĕ. Çăккăрине пăтă тирки тытнă çын касса парса тăрать. Чăн пирвай ватă çынсем çиеççĕ. Хуçа арăмĕ пăттине хурах тăрать, çăвĕ пĕтсен çуне ярса парат. Арçынсем çисен, хĕрарăмсем çиеççĕ, унтан пĕчĕк ачасем пырсан, вăлсене лартса çитереççĕ. Пурте çисе тăрансан турă амăшĕ курки тăваççĕ“. НАК. Кĕркунне, çĕнĕ тырă-пулă çие пуçласассăн, чăвашсем пурте харпăр хăй килĕнче сăра туса çĕнĕ тырă пăттипе турра кĕл тунă. Çапла харпăр хăй килĕнче сăра туса çĕнĕ тырă пăтти пĕçерсе турра кĕл тунине чӳклеме туни, тенĕ.

чӳрече

окно, окошко. Образцы. 5. † Çĕнĕ пӳртĕн чӳречи, чĕнтĕрлĕ мĕн хашахи. А.-п. й. 6. Кушак, кутăн тăрса, хӳрине чӳрече витĕр кăларать те кăшкăрать. Дик. леб 49. Унăн чӳречисене тимĕр решетке лартнă. Ib. 50. Тимĕр решеткеллĕ чӳрече тулашĕнче çирĕх — тăрри (юрлакан кайăк) ларнă, вăл та хăйĕн савăнтаракан юррипе унăн чунне пусарнă. А дрозд, сидевший за решетчатым окном, утешал ее своей веселой песенкой. Ib. 49. Пĕр каçхине чӳречерен, тимĕр решетке витĕр акăш çуначĕ сасси илтĕнсе кайнă. Хĕр. йĕрри 4. Шăпăр-шăпăр çумăр çăвать, чӳрече витĕр курăнать.

чĕнтĕрлĕ

имеющий кружева. вышивки с кружевами, с вышивками. Образцы 4. † Чĕрçитти арки чĕнтĕрлĕ, шăтăклана çитес çук. || Имеющий узоры. резьбу; с узорами, с резьбой; узорчатый. Образцы З7. † Сирĕн кĕрекĕрсем пит чĕнтĕрлĕ, хăш пасарта суйласа илнĕ-ши? Ib. 5. Çĕнĕ пӳртĕн чӳречи, чĕнтĕрлĕ мĕн хашахи. || Решетчатый, с балясниками. Образцы 1. † Чĕнтĕрлĕ кĕпер айĕнче чĕпĕллĕ кăвакал сасси пур. Ск. и пред. чув. З7. Чĕнтĕрлĕ кĕпер урлă хĕр каçать. Хош-Çырми. † Ай-хай та пиччеçĕм, Шакай пичче! Санăн шăмму-шакку стĕлте выртать-ши? — Чĕнтĕрлĕ кĕпер леш вĕçĕнче, каю ути капанĕ айĕнче, самăй круттă çыран хĕрринче. Ах ты, дядя, дядя Шагай! где-то лежат теперь твои кости? — На том конце решетчетого моста, под стогом отавного сена, на краю самого крутого обрыва.

хĕве хупни

назв. свадебного обряда. Альш. Хĕве хупас — „на секрет запереть“. Ск. и пред. чув. 83. Тăхтаманпа Нарспие хĕве хупрĕç кĕлете. Ала 66°. Пӳртре туй тукалаççĕ те хĕрпе каччине исе кĕлете каяççĕ хĕве хупма. Юрк. Хĕве хупсан-кăна çĕнĕ çын теççĕ. Çак ятпа вăл ачи çураличчен çӳрет.

хĕр-сăри

назв. обряда, девичий пир. Ст. Чек. Хĕр-сăри. Вăл Кĕрешченкере пулат. Сăрине хĕрсем хăйсем асапланса тунăран çапла калаççĕ. Хĕрсем, кам ларас тиекенĕ кашнийĕ, салат, çăнăх, хăмла, вутă илсе пыраççĕ пĕрин патне те, хăйсем сăра тăваççĕ. Вара Кĕрешченке кунĕ каçпа хĕр, сăри лараççĕ. Хĕр-сăри ларма пĕринчен пӳрт илеççĕ, аллă пус е пĕр тенкĕ парса. Хĕрсем пурте тĕпеле пуçтарăнаççĕ. Унта хăшĕ-хăшĕ каччăсем те пулаççĕ. Вăйçа купăс калама тытаççĕ. Ватти-вĕтти хĕр-сăри курма пырат. Каччăсем хĕр-сăри ларакан хĕрсене ташлатаççĕ. Курма пыракансем хăшĕ сĕтел хушшине сăра ĕçме лараççĕ. Сăрана пĕр-ик хĕр ĕçтереççĕ. Ĕçсе ларакансем хĕр-сăри ларакан хĕрсене ташлама хушаççĕ. Пĕр тăват-пилĕк курка ĕçтерсен, хĕрсем сĕтел хушшинчисене: „Ут пĕшкĕнет ешĕл курăкшăн, эп пуççапап кĕмел укçашăн“; е сĕтел хушшинче йĕкĕтсем пулсассăн: „Тăрантас та ларса авăнмасан, тăрантас та тесе ан калăр; пуççапса та укçа памасан, маттур йĕкĕт тесе ан калăр“. Йĕкĕтсем е салтак ачисем, сăра ĕçме ларсан, юрлаççĕ, хĕрсем те ун чухне юрлаççĕ. Сĕтел хушшинче лараканĕсем пĕр-икĕ пус парса сĕтел хушшинчен тухаççĕ. Параканĕ кĕмĕл те парат: вунă пус, вунпилĕк пус. Йĕкĕтсем те, ачасем те ташлаççĕ. Çур-çĕрте саланса пĕтсен, хĕрсем çывăраççĕ. Хĕр-сăри тепĕр кун апатчен лараççĕ. Хĕрсем вара пӳрте тасатса, укçисене пысăккисене пĕр пек, кĕçĕнреххисене каярах уйăрса, килĕсене каяççĕ. Бывает „кăкшăм сăри“, резница — кăкшим сăри ларнă чух хĕрсем сăрасене килтен исе пыраççĕ. Альш. Унтан хай хĕр-сăри хĕрĕсем тепĕр кунне ирех мĕн пур илемлĕ тумне тумланса хваттирне пуçтарăнаççĕ. Ib. Хĕр хĕр-сăри турăмăр, хĕрĕх чăхă пусрăмăр. Ib. Тепĕрне (другую) тата хĕрсем хĕр-сăрн пуçлăхĕ тăваççĕ. Юрк. Хĕр-сăри ташлакан, тапăрах та сикĕрех. Ib. Халĕ тил çĕлĕкне туйра анчах тăхăнаççĕ, хĕрсем хĕр-сăрире. Алших. Тыр вырайман хĕрсене хĕр-сарине кам ярат. Ib. Атте салат пачĕ те, хĕр-сăрисем лартăмăр. С. Дув. Ай-хай хавас хĕр-сăри! Çулне иккĕ пулинччĕ. Ах, какое веселье этот девичий пир! Хорошо бы быть ему два раза в год. См. Магн. М. 235, Золотн. 227, Разгов. С. Мих. 15. || Назв. свадебного обычая. Янгорас. Качча кайнă хĕр пĕр-ик-виç кунран çĕнĕ хурăнташĕсемпе пĕрле ашшĕсем патне сăрапа килет. Çавна пирĕн: хĕр-сăри килчĕ, теççĕ.

хĕрĕвĕпе

сгоряча. См. хĕр, хĕрӳ. Юрк. Ыттах сахал пама пулсан, çĕнĕ çыннийĕн ашшĕ хаяртарах çын пулсам, хĕрĕвĕпе ятласа та пăрахат: кĕленчĕсем, çавна та пама пултараймаççĕ-и? тет.

хĕрт-сурт

хĕрт-сорт, назв. духа. Моркар. Праздник в честь „Хĕрт-сорт“. У язычников чуваш между другими божествами было божество, наблюдаюшее за домом, которое чуваши называлн „хĕрт-сорт“, что соответствовало русскому „домовой“. „Хĕрт-сорт“, по верованию чуваш, жил в избе на печи. В честь „хĕрт-сорт“ в году раз чуваши делали праздник, о котором я здесь и хочу рассказать. Этот празник делали в ноябре или позже, смотря по удобству. Сваривши полный котел полбенной каши, накладывали часть каши в деревянное блюдо и, сделав ложкой в середине блюда с кашей лунку, клали туда скоромного масла. Потом, обернув блюдо кругом белым чистым полотенцем, ставили на стул перед столом. После этого бралн лепешку, нарочно испеченную для этого случая, одна половина которой была разрисована ложкой, другая гладкая, и, отломив разрисованную половину, клали на стул около блюда с кашей, а другую половину ва стол для еды. Сделав это, накладывали из котла половину оставшейся каши в блюдо и ставили на стол. Потом все вставали на ноги и стояли лицом к растворенной двери. Старик, хозяин дома, брал шапку под мышку и с хлебом в руках, говорил: „Хĕрт-сорт, молимся тебе и приносим пищу, прими ты нашу молитву с благоволением. Храни нас в весь дом ваш от всякого зла, мы молимся тебе, помилуй нас“. После этой молигвы все садились за стол обедать. После обеда блюдо со стула с лепешкой ставили на печь и вокруг блюда ставили ложки, упирая на край блюда. Все это до следующего утра оставалось на печи, а утром кашу согревали и ели с лепешкой. Кроме этого „хĕрт-сорту“ всегда кидали на печь по три маленьких кусочка от каждой приносимой в дом гостинца, только после такого обряда ели гостинцы. При несоблюдении этих обрядов и почттаний „хĕрт-сорт“ сердился на жителей дома и пугал их по ночам. М. Сунч. Чăвашсем: хĕр-суртсăр кил пулмаст, теççĕ. Хĕрт-сурт пулмасан телей те пулмаст, тет. Хĕрт-сурт вăрçа тавраша юратмаст, тет. Хĕрт-сурта пилĕк çулта пĕрре чӳклеççĕ: вара вăл çынна çав каç анчах курăнат, тет. Хĕрт-сурта çур-çĕр тĕлĕнче пăтă пĕçерсе çапла каласа чӳклеççĕ: „Е пĕсмĕлле хĕрт-сурт сана асăвса чӳклетпĕр; кил-йыша çăмăллăхне пар, çукне пур ту. Килтен çиленсе пăрахса ан кай, мĕн панине ил, чӳк, çырлах, амин“. Çапла чӳклесе пĕтерсен, кăмака çине хĕрт-сурт валли кашăкпа пăта ăсса ывăтаççĕ те, вара хăйсем çиеççĕ. Вара çав каç хĕрт-сурт кăмака çинче кĕнчеле арласа ларат, тет. Вăл хăй шур тумтирлĕ, вăрăм çӳçлĕ, тимĕр шăллă, тет. Ир енелле хĕрт-сурт арланине, кĕнчелине хăех илсе каят, тет те, ăçта та пулсан пытарса, вурса, каллех кăмака çине килсе ларат, тет. Ĕçке-çике кайса ӳсрĕлсе килсен, çапла калаççĕ вара: „Тавсе, хĕрт-сурт, ĕçсе ӳсрĕлсе килтĕм, ан çиленех“, теççĕ. Ют ялтан кучченеç парса ярсан, чăн малтан хĕрт-сурт валли кăмака çине хурса ывăтаççĕ. Хĕрт-сурта авал пит хисеплесе пурăннă. Собр. Кирек кам килĕшĕнче те хĕрт-сурт пур, теççĕ. Хĕрт-сурт кăмака хыçĕнче пулсан, килте пурăнас килет, теççĕ; çавăнпа кучченеç илсе килсен, ăна малтан парахса параççĕ. Хĕрт-сурт уйра пулсан, уйра пурăнас килет, теççĕ; çавăнпа тыр вырса тавăрăннă чух, пĕр çурлине тыр кутнех пăрахса хăвараççĕ, унпа хĕрт-сурт вырат, теççĕ. N. Хĕрт-сурт ĕмĕрех кăмака умĕнче пурăнат, тет. Кăçта хĕрт-сурт пур, вăл килте питĕ лайăх, тет. Пурнăç та малалла каят, тет. Килĕшчиккинче вăрçă таврашĕ тухмаст, тет. Пăртак макар-мăкăр тусанах, тарат, тет. Çав хĕрт-сурт писсессĕн вара пурнăç пĕре те малалла каймаст, тет. Хĕрт-сурт ан сивĕнтĕр тесен, кашни ютран кученеç килмессайран пӳртĕн тăват кĕтессине кученеç татса пăрахмалла, тет, тата пăтă пĕçерсе йĕри-тавра кашăк хурса кăмака çине лартмалла, тет, вара хĕрт-сурт иленет, тет. Хĕрт-сурт вăл хăш-пĕр килте кăмака умĕнче ватă карчăк пулса кĕнчеле авăрласа ларат, тет. Çавăн чухне анчах кураççĕ, тет, ăна. N. Ĕне картинче хĕрт-сорт пурăнать, теççĕ. Кăмака çинче хĕрт-сорт амăшĕ пурнать, теççĕ. N. Сурхури çите пуçласассăн, пăтă пĕçĕрсе чăкăтпа картара хĕрт-сорта чӳклеççĕ. Хĕрт-сорта чӳклесессĕн выльăх хунаса каять, теççĕ. N. Хĕрт-сурт арласан кайран алă ĕçĕ ӳсĕнет, теççĕ. N. Кăнчала арланă вăхăтра, как çăвăрма выртнă чух, кăнчалаççия пĕрене çумнелле сĕвентерсе тăратсассăа, хĕрт-сурт арлать, теççĕ. Бгтр. Пĕр хĕр каçпа тола тохнă, тет. Тохна чох, кăмака çинче темскер шорăскер порччĕ, тет, кĕнĕ чох тимĕр йĕкепе пăтьăр! пăтьăрI тутарса кăнчала арласа ларать, тет. Ку хĕр часрах вырăн çине хăпарчĕ, тет те, пĕркенсе выртасшăнччĕ, тет. Çавăн чохне. Хĕрт-сорт йĕкипе вăрăн! тутарчĕ, тет. Йĕки хĕре сорамĕнех (= çурăмнех) тиврĕ, тет те, хĕр макарсах ячĕ, тет. ДФФ. Пирĕн анне ĕçкерен тавăрăнсан, пӳрте кĕрсенех: „Хĕрт сурт, тавăссе, ачам-пăчам, тавăссе!“ тесе чĕнетчĕ. ЧС. Хĕрт-сурт писнĕ, тет, çавна кӳртетпĕр. См. сĕрен. Янтик. Килте-çуртра хĕрт-сурт çук. (Так говорят, когда нет порядка в доме). N. Хĕрт-сурт вăл почти кашни çуртра пулат, теççĕ. Хĕрт-сурт пăттине чӳк илсе килмен çынна çиме юрамаст, теççĕ. Хĕрт-сурт вăл хĕр-арăм, теççĕ, вăл шап-шарă кĕпепе, сурпанпа кăнчала арлат, теççĕ. Хĕрт-сурт кăнчала арлани курăнсан, çурт малалла каят, теççĕ. Ала 66°. Унтан вара картишне тухаççĕ. Картишĕнче туй халăхĕсем çапла юрлаççĕ: „И тав яшкăра çăкăра, и тав ĕçкĕре-çикĕре, эпир те ĕçнĕ-çинĕ вырăнне сĕт кӳлĕ пулса юлтăр-и, эпир те пуснă вырăна хĕрт-сурт та пусса юлтăр-и. С. Алг. Çĕнĕ пӳрт тусан, çын вилсен, çемье чаксан е ӳссен каланă: „Ей турă, лайăх ыр хĕрт-суртăмпала пурăнмалла пултăр, çырлах, амин“. КАЯ. Эй, хĕрт-сурт ашшĕ амăшĕ, сире хĕрт-сурт урлă кĕл тăватпăр. Кăмака çинчи хĕрт-сурт çак ачана чĕртсе çӳремелле тусам. (Из моленья). Б. Олг. Авал той тунă, он чуне каланă: хĕрт-сорт, эс те çырлах, тенĕ. N. Урăх пăта кирлĕ мар ăна, вир пăтти анчах. Пăтă пĕçерсе антарсан, ăна кăмака умĕнче чӳклеççĕ, ак çапла чӳклеççĕ: е, пĕсмĕлле тăватăп, пуççапатăп, çырлах, ырă хĕртĕм суртăм, вырăнлă пул, киле чипер пăхса сыхласа усра, вырăнтан куçса ан çӳре, вырăнла пул, çырлах, сыхла, усра, тесе... Вăл хĕрт-сурт паттине никама та ютсене çитермеççĕ. Вăл хĕрт суртран та пит хăраççĕ. Бугульм. Эпир ларнă вырăна хĕрт-сурт ларса юлтăр-и; эпир пуснă вырăна тивлет пусса юлтăр и... (Благодарственная песня за угощенье). Изван. Çак кинĕн хĕрт-сурчĕ çак киле-çурта килсе вырăн йышăнтăр. (Моленье в „Çĕн çын яшки“). Н. Седяк. Хĕрт-сурт- — вăл çуртри суя турă, покровитель всего дома. Чӳк тунă чух ăна асăнса кăмака çамкине çурта çутаççĕ. Унтан ĕçеççĕ. Хăнаран таврăнсан: „Тавăсе, хĕрт-сурт“, теççĕ. Чуратч. Ц. Пӳртре хĕрт-сурт пурăнать. Пӳрт ашчиккине лайăх усратăр тесе, чăвашсем ăна пăтă чӳклеççĕ. Вĕсем хĕрт-сурта, кăнтарла çынсенчен хăраса пăтă çиме пымасть, теççĕ. Çавăнпа, каç пулсан, пĕр чашăк çине антарса сĕтел çине лартса, унта ярчченех хăвараççĕ. Вара хĕрт-сурт çĕрле пăтă çисе каять, тет. Разум. Хĕрт-сорт — камака хуçи. Кучченеçпе килсен первайхи турамне параççĕ уна. Тав тăваççĕ. Кашнă çын кучченеçпе килсен, ăна первайхи татăкне параççĕ; ун чухне çапла калаççĕ: „Кучченеç килех тăтăр, эпир çиех тăрар“. Çулă пăтă туса, уна кăмака çине параççĕ. Сред. Юм. Хĕрт-сорт тарнă. (Говорят, если в доме нет порядка: не убрано, не поправлено, не чисто и вообше во всем видна оплошность). Ib. Витере танă лаша çилхи моталанса пĕтсен: хĕрт-сорт çивĕтленĕ, теççĕ. Янтик. Ман килте хĕрт-сурт лайăх пурнать пулмалла, выльăхсем пурте тĕрĕс, аван пурнаççĕ. НТЧ. Юсманепе пашалуне вунă-вунпилĕк кашăк хураççĕ, вара хăйсем çывăрма выртаççĕ. Вĕсем хĕрт-сурт хăй йышĕпе çĕрле тăрса çиет, теççĕ. Вăл çĕр вĕсем нăмай лармаççĕ. N. Вара хĕр амăшĕ кучченеçе тата кашни кĕтесе пăрахать: „Хĕрт-сурта, илемне кӳртсе тăракан турра!“ тет. N. Татах салам парат (молодушка) хĕрт-сурта, хăрах урипе чĕркуççипе лара-лара виç хутчен. См. Магн. М. 95, 96, 167.

хĕрт-сорт пăтти

назв. моленья с жертвоприношением. Магн. М. 49. Ст. Шаймурз. Хĕрт-сурт пăтти те (жертву) параттăмăр. КАХ. Кашни çул хĕлле пирĕн хĕрт-сурт пăтти, чӳклеççĕ. Хĕрт-сурта ал ĕçне тума пулăшат, теççĕ. Тата кил-йышне пăхса усрат, теççĕ. С. Тим. Амин, хĕрт-сурт ячĕпе çичĕ тĕслĕ тырă-пулăшăн хĕрт-сурт пăтти çемье хĕрт-чĕпеле (так!) чӳклетпĕр. Турăран ырлăх çиттĕр; этемрен сиплĕх çиттĕр. (Начало моленья „хĕрт-сурту“). НТЧ. Хĕрт-сурт пăттине яланах çĕнĕ тырă-пулăпа чӳкленĕ хыççĕн (= хыççăн) чӳклеççĕ. Ăна чӳклеме виçĕ çатма йăва, тăхăр юсман, пилĕк пашалу тата пĕр хуран пăтă пĕçереççĕ. Çапла калаççĕ: „Эй, хĕрт-сурт, ман йышăма ырлăхне-сывлăхне пар, шăкăлтатса пурăнмалăхне пар, ĕрчемелĕхне пар, тĕпеле кин пар, ялăк патне кĕрӳ пар, ача-пăчаллă, ывăллă-хĕрлĕ ту... пӳрт никĕсне питĕ ту, чӳк, çырлах“... Вара чӳкленĕ пăттипе йăвине, пашалуне пур йышĕпе ларса çиеççĕ. Хурантине чӳклемен пăттине, йăвине, пашалуне ăрасна чашăк çине антарса лартаççĕ. Каç пулсан кăмака умне пĕчĕк сĕтел улăхтарса лартаççĕ, ун çине пăттине...

шайла

равнять, сравнивать. N. Сĕлĕ, çулленхинчен шайласан, пит аван пулчĕ. || Взвешивать. СПВВ. Хушрĕç пире юрлама, пирĕн çамрăк ăссене шайлама. || Уравновесить. КС. || Прикинуть на глазомер. Алших. Шайласа тултар. || Соображать, рассчитывать (напр., при покупке — как будет дешевле; при постройке — где лучше построить и пр.). Изамб. Т. Баран. 131. Типсе çитсен тăм шак хытса, чул пек пулать. Çавăнтан шайласа, çынсем тăмран кирпĕçсем, савăт-сапасем тума вĕреннĕ. О сохр. здор. Пирĕн пӳрт лартнă чухне унăн аслашне çемье тăрăх шайласа тăвас пулать. || Складывать (песни). У. Я. Пĕлĕт пек ушкăн сурăх монгол хирте кĕтет, хăй чĕринчен пĕр юрă шайлать те кĕвĕлет. || Определить, расчитать. Рук. календ. Прокоп. Пирĕн арăмсем хăçан çăмăлланмаллине шайлаймаççĕ. О земл. Хăçан акассине ку ĕç патĕнче тăнă çын нумайĕшĕ хăй те шайлама пултарать. Календ. 1906. Тата çĕр çавракине шайласа та пĕлме пулать. || Разбирать. N. Халь хамăрăн та шайламаççĕ, топă номай переç. || Наблюдать. Çĕнĕ пурăнăç. Лайăх шайласа (сăнаса) пăхăр-ха хальхи çĕнĕ пурăнăçа! Вăл ĕлĕкхи пек-и? || Разрешать, обсуждать. Ск. и пред. чув. 39. Мăншу халăхĕ, хура ĕç çынни, хăйĕн ĕçĕсене пĕрле шайлама пĕтĕм Мăншу ялĕ вĕçĕ-хĕрринчи лутра пӳртсенчен пĕр çĕре, кайăк пуçтарăннă пек, пухăнса пырать. || Уважать. КС. Шайламасть, не уважает (— кураймасть, хĕрхенмест). || N. Ухçана шайламаççĕ.

шав

подр. шуму. ЧП. Шав-шав (шум воды и пр.). Ib. Шав-шав çăмăр çăват. Ib. Шав-шав вăрман, шав вăрман, шав вăрманра шав икел, татрăм-илтĕм пĕр икел. КВИ. Сĕм-сĕм вăрман, сĕм вăрман, мĕншĕн хытă шав шавлан? Альш. Иртеех те шав-шав, каç та шав-шав, яланах та хамăр тăван патĕнче (шум пира?). Кĕвĕсем. Ĕнтĕ ир те шав-шав, каç та шав-шав, ялан пуян ĕçки — çикинче. Ст. Ганьк. Шав-шав хăмăш, шав хăмăш, çиллĕ кун та шавлатăн, çилсĕр кун та шавлатăн. Ib. Шав-шав халăх, шав халăх, мĕншĕн шавлать çав халăх? Суя çинчен те шавларĕ. Чăнĕпеле шавламан, суя çинчен шавларĕç. (Хĕр йĕрри). Ск. и пред. чув. 8. Вăрçă шав-шав кĕрлет, таврашри çĕр кисренет. Хурамал. Шав туса тăраççĕ (шумят). || Подр. выплескиванию полного ведра. СТИК. Шыва шав! тăкрĕç. || Подр. громкому разговору, смеху. Турх. Хăйсем шав-шав калаçса пĕр-пĕринпе кулаççĕ. ЧС. Çавăнта пăхса тăракан çынсем пурте шав кулса ячĕç. N. Çӳрекелерĕç, çӳрекелерĕç, тутар вăрттăн ура хучĕ те, чăваша ӳкерчĕ. Хай тутарсем савăннипе шав тăва пуçларĕç. || Шум, гул. Сам. 74. Сĕм вăрманăн мăн шавне тăвланмасăр хăварчĕ. Калашник. Ib. Çил-тăвăл шавĕнче канлĕх пур пек, тăвăл вăл ыйтать. N. Пĕр самантра утаман шава чарса шăпланать. Кан. 1929, № 154. Ĕç шавĕ хăлхана çурать (на заводе). Пир. ял 1929, № 49. 26 пуш четвĕрт (из-под водки) урнă халăх шавĕпе янтраса выртаççĕ (во время выпивки). || Шумный. Т. VI, 22. Çеçен хирте çавра кӳл, çавра кӳлте шав хăмăш; шав хăмăш епле шавласа ларать, çавăн пек шавласа тухса кайтăр. (Куç чĕлхи). || Постоянно, всегда, все время, бесперерывно. О сохр. здор. Темĕн пек çăмăл ĕç тунă чухне те пирĕн ӳтрен шавах япаласем тухаççĕ. Ск. и пред. чув. 39. Ĕçсенче вăрçу-ятлаçу шавах хальхи пек ун чухне нумайччĕ-и? Календ. 1910. Пирĕн пурăнăçра пĕр çул та пушă иртмест, шавах епле те пулсан çĕнĕ япала тупаççĕ. О Японии. Çил сасартăк вĕрет те, чечексем çӳлтен йывăçсем çинчен аяла çынсем çине шав тăкăнса анаççĕ. Сред. Юм. Шав çапла — пĕрмай çапла, все время так. Ст. Чек. Шав = тек. Ib. Шав çавна калаçать, постоянно. N. Ырашсем аван пулĕ, шав çумăр çурĕ. Истор. Вăл малтан шав ача чухнехи пек, çарпа, карапсемпе аппаланнă. Сборн. по мед. Урайне, пӳрт пĕренисене, маччине, тĕп-сакайне шав шăлах, çăвах тăрас пулать. Н. Тим. Хĕлле шав пас тытсан, çăвла шав сылăм пулать. Кан. Çав йăлана вăл халĕ те пăрахмасть. Ăна шавах сахал, çитмест. N. Тĕлĕкĕнче те шав ун çинчен тĕлленнĕ вăл. Утăм. Ыранах яла эс каян — чăваш та шав пулмĕ тăлăхра. Собр. Пăр тивнĕ ыраша аксассăн, çичĕ çулччен шав ыраша мĕн те пулин пулать, тет. || Только, исключительно. Юрк. Савса турăм савнă туса шав çичĕ ют çинчен суйласа. Бугульм. Вуникĕ çула çитсен тус турăм шав çичĕ ют çинчен суйласа. Такмак. Тата виççĕмĕш чыса хатĕрленĕ виçĕ çулхи кăрăкки пулнă, виçĕ çулта виççĕ çĕре анман, шав хуралтă тăрринче шулап тăрăх çунатланса вĕçсе çӳренĕ. N. Çул çинче шав чул кăна. || Совершенно, совсем. Турх. Шав тăлăха юлтăм-çке! Пуçа ăçта хурас-ши? Истор. Владимир шав аслăлана пуçланă. ППТ. Кăна та вара пуçлаччен каллех шав тенкĕсем тухаççĕ. (Сĕрен). || Сплошь. N. Вара шав шыран. Юрк. Вĕлли пулчĕ шав карас. СПВВ. Шав вĕрман, сплошь леса. Ib. Шав çапла. || Всё. Утăм № 4. Пире çиме кӳрекен шав (всё) курăнмасть. БАБ. Туртса кăларат (деревья), тет те, шав çырмана тултарат, тет. Базл. Шав = мĕн пурĕ. Ib. Ĕçе шав туса пĕтернĕ. Ib. Хăваран шав тухса кайрĕç (никам та юлмарĕ).

шалашка

встреч. в соедниении: çуна шалашки, отводы саней. Çĕнĕ Мăнтăр. Сред. Юм. Çуна çине тиеме тăвакан шалашкана çуна шалашки теççĕ.

шалунни

жалованье (русск.). Юрк. Шалунни уйăхне З5 тенкĕ; хăваттир, вутти, çутти, стурăшĕ пурте янтă. Ib. Шалуннийĕм уйăхне ЗЗ тенкĕ те ЗЗ пус; çӳренĕшĕн (разъездных) тата уйăхне 20 тенкĕ те 8З пус илетĕп. Ib. Ĕнерхи кун çирĕммĕш числара шалунни укçи илтĕм, унтан тата çĕнĕ хăваттире куçрăм. Ib. Шалунни илнĕ укçисене пĕтĕмпе тенĕ пек килне тырăсем илме парса тăра пуçлат.

шатăртаттар

заставить трещать (ломать с треском), производить шум. Орау. Каç килеççĕ те, хăмасене шатăртаттара-шатăртаттара (звук отдираемой доски) хăйпăтса хуçса каяççĕ. ЧС. Каллах анкартне вĕрлĕксем урлă шатăртаттарса кĕрсе кайнă та (вломился), çӳлĕ тытнă вĕрлĕксем урлă сике панă çырманалла. КС. Эп пӳрнесемпе шатăртаттартăм (треск нескольких пальцев). Орау. Ăйăхран вăранса карăм та, кăмака çинче хĕрт-сурт кăнчалине шатăртаттарса арласа ларать. N. Вара кӳлнĕ хĕрсем тата ытларах шатăртаттарса исе каяççĕ (при опахивании). Етрух. Унтан вара яла тавăрнаççĕ те, килĕрен юрласа, шатăртаттарса сĕрене çӳреççĕ. || В деепричастной форме на „са“-крепко да сильно. Бгтр. Вара такмакне хытă шатăртаттарса çыхса хочĕ, тет. Ск. и пред. чув. 58. Малтанах ăна шатăртаттарса, шăнăр татăлас пек, каялла çыхнă. Орау. Кĕпине аллипе шатăртаттарса тытнă та, нимпе те ĕçермеллĕ мар. N. Хăлхинчен шатăртаттарса тытса. || Скрежетать (зубами). А.-п. й. 30. Вут умĕнче хĕртĕнсе ларакан качака такипе сурăх такине курать те вăл, кусене халех çисе яратĕп тесе, шăлĕсене шатăртаттарса пырать. || КС. Çав çын вопăла йăлт пуçĕ-мĕнĕпе шатăртаттарса (с хрустом) çиса ячĕ. N. Шатăртаттар, уминать, уплетать (пищу). Шурăм-п. Сурăхсем çĕнĕ курăка шатăртаттарма (в Ячейк. çатăртаттарма) пуçларĕç. || Орау. Юра-шыва йĕп вĕç пек шĕвĕртсе шăнтать (весенний сильный мороз), çăпатана шатăртаттарать анчах (дерет). || Истребить. N. Хĕлле çак йывĕçсем те юлмĕç-халĕ. Хĕлле шатăртаттараççĕ. || Орау. Çыруне пĕр туххамра шатăртаттарса хучĕ (быстро написал).

шыв

(шыв), вода. НР. Атăл шывне ăсмашкăн çутă витре кирлĕ мар. Чтобы зачерпнуть волжскую воду, светлого ведра не нужно. Хурамал. Шыва ярсан, кĕмĕл ирĕлмĕ. Если пустить в воду серебро, не растворится. Ib. Шанкарчă чĕппи шыв ĕçнĕ чух хура пуллăн мĕн ĕç пур. Когда молодой скворец пьет воду, какое до этого дело рыбе? Шурăм-п. Урапа çине шыв пички лартса чуптарать. О сохр. здор. 68. Шыв тĕрлĕ пулать вăл. Ib. 71. Шыва таса тăратас пулсассăн, унта тислĕк, çӳпĕ-çапă, вилĕсем такасран чарас пулать. Ib. 69. Шывран тислĕк шăрши, кӳкĕрт шăрши, çĕрнĕ шăршă кĕрет пулсан, вăл шыв аван мар пулать. Чутеево. Шыв чечеке ларнă. Орау. Шывне виçĕ хутчен те улаштарса чӳхерĕм-çке, çапах та тасалман. Альш. Шыв çинче пĕлĕт курăнат (отражение неба). ГФФ. Калтăр-кăлтăр кăвакарчăнне, кăвакарчăнне, вăл шыв çине лармасăр, лармасăр, эпĕр çона çинчен анас çок. Пока голубь-воркун не сядет на воду, мы с саней не слезем. Трхбл. Чей куркинчи шыв çине виçĕ кашăк эрек ятăм. N. Пилĕк таран шыв çине пултăмăр. N. Пура çине шыв каять. КС. Унтан аялаллине шыв илет. То, что лежит пониже его, заливается водой. Капк. Юр ирĕлнипе кӳлленчĕк пулнă. Кĕрсе кайсан калушна шыв илĕ. А.-п. й. 74. Вершник çине улăхма тăрсанах, Ваçлей такăнчĕ-ӳкрĕ те, салатне веçех шыва тăкса ячĕ. Когда он ступил на плотину, споткнулся и упал. Пуловка с солодом покатилась в воду. Ib. 74. Ваçлей нимĕн тума аптранипе пĕр патак илчĕ те шыва пăтратма пуçларĕ. Василий не знал, что ему делать. Затем взял палку и стал помешивать воду с солодом. Ib. 74. Аха, шыв сăра пекех пулчĕ иккен-ха. Ого, вода густеет, как пиво. Сред. Юм. Шывва чăм, нырни в воду. Ib. Шыв ĕçе-тăркача ман паян саççим хырăм кӳпсе кайрĕ. Орау. Ĕçес килсех ĕçетни эс вăл шыва? Сред. Юм. Шывву полин ĕç ху çав таса марскере. Орау. Шыва выç-варла ĕçсен, чĕрене çиять. ТХКА 108. Шыв ĕçсен, йысна шыв хĕрне чăркуçланса ларчĕ те, курăк татса илсе: эпĕр ĕçмен, вырăспа майра ĕçнĕ, тесе, шыва пĕр курăк пăрахрĕ. Альш. Шыв уланă — çын шыва кайса вилессе, çын чĕрене илессе. ГТТ. Шыв чакнă, шыв ӳснĕ, шыв тапраннă, теççĕ. КВИ. Пирĕн çырман шывĕ чакнă. Орау. Çул айяккисене шыв туха пуçланă. Ib. Çул аяккисенче шыв кӳленсе тăра пуçларĕ. N. Иртнĕ çул çуркунне Атăла шыв питĕ тулчĕ. Хурамал. Кăçал çурхи шыв пит шеп юхрĕ. ГФФ. Çорхи те шывпа йохса та кайнă полсассăн... Кабы я уплыл с вешней водой. Хурамал. Сиксе-сиксе шыв юхсан, çыранĕсем епле тусет-ши? Когда волнуясь течет вода, как это только выносят ее берега! Тайба-Т. Шыв çисе пынипе çĕр ишĕлсе аннă та, юпи вара шыв айне пулнă. Когда берег от размывания водой обрушился, то столб очутился под водой. Абыз. Сарай айăнь шыв юхать. Под сараем протекает вода. Ст. Чек. Шывĕ юха пырат, пăрĕ шăна пырат. (Пир тĕртни). N. Шыв пит вăйлă карĕ. N. Çуркунне шыв кайсан... Красн. Горка. Пĕчикçĕ ачасем тимĕр кĕреçемпеле шывсене (воду в разных местах) пĕвесе çӳреççĕ. N. Шыв иртсен... Альш. Этремел хушшинче çуркунне пĕтĕмпе шыв юхать. Шыв, иртсе кайсан, унта питĕ аван курăк персе тухать. N. Кайран, шывсем юхса пĕтсен, пĕтĕм уйсам, çарансем, вăрмансам симĕсленме пуçлаççĕ. Ау 389°. Шыв ӳкмесĕр çырне ан хыпала. N. Шыв йăрлатса юхать, тонкою струей. ГФФ. Шăнкăр-шăнкăр шыв йохать хомăшпа хăях хошшипе. Вода бежит и журчит меж осоки и камыша. Юрк. Анатра арман авăрат, шыв сассипе чулĕ çаврăнат. Собр. Çын вилли вăл пит шывшăн çунать (жаждет), тет. Ала 14°. Тепĕр кайăкĕ калать: эпĕ те çавă патша çинчех шывсăр типĕтсе усратăп, тет. Кн. для чт. I, 15. Шывсем типнипе çынсем шывсăр виле пуçланă. Букв. 1886. Вара шыв шыран. Юрк. Ирĕксĕр çын пуссине шывшăн çӳрес пулат. Макка 30°. Арма (= арăма) шыва кăларнă. Жену за водой послал. Артюшк. Çав шыв хĕррине пĕр хĕр шыв илме аннă. N. Мăшăрпа шыва антăм та, хăрахпа ăсса хăпартăм — çурри тесе ан калăр. Хурамал. Çинче пилĕк йилене тăхăнсассăн, кĕвентелесе шыва каяс çук. Если надевешь бешмет с тонкою талией, то не пойдешь с коромыслом за водой. Ромс. 29. Амăшĕ шыв патне тухса кайнă. Ib. Шыв панчен килсен, люшкисене йăпăр-япăр уçса пăрахнă. Кан. Икĕ хĕрарăм тĕл пулчĕç. Пĕри шыв кӳме каять, тепĕри шыв кӳрсе тавăрăнать. Н. Седяк. Кĕлетрен тухсан, çĕнĕ çынна яшка пĕçерттереççĕ, шыва яраççĕ (за водой). Ала 67. Тата çĕнĕ çыннăн упăшки хапха умне тухса тăрать шывран таврăннă çĕре. N. Шывран килтĕм. Ходил за водой. Изамб. Т. Лаша урине шыв ансан, лашана шывра тăратаççĕ. Сред. Юм. Лаша ôрине шыв аннă (опоили). Ib. Лашава шыв антарнă (опоили). Ib. Лашана шыв лектернĕ (опоили). Ау 8°. Лаша калать: çĕртен каяр-и, çӳлтен каяр-и, шывран каяс-и, тесе каларĕ, тет. Трхбл. Ку чечексене шыва лартас пулать. Ib. Чечексем шывра пĕр эрне ларса та шанман. Орау. Пирĕн сӳс-кантăр шыврах выртать-ха кăçал халчченех. Кан. Ытла та ӳсĕмсĕр ĕç вĕт вăл: кантăр пусине тат, типĕтсе çап, шыва хут. Янш.-Норв. Çын шывра ишнĕ чухне аллисемпе яра-яра ишет (перебирает). N. Вакран шыва янă. N. Утăсем, пĕтĕм тырă пулă — пурте шыв айне юлса çĕрсе пĕтнĕ. N. Кимĕ туса шыва янă (пустили в воду). Зап. ВНО. Шыва ярсан путмĕ, çĕре хурсан курăнмĕ. (çу). Ib. Шыва ярсан путмĕ, çĕре хурсан çĕрмĕ. (Кăмрăк). Т. Григорьева. Шывăн турат çук, вутăн алли çук, теççĕ. N. Шывран таса пулма çӳретĕн. Нюш-к. Шыва хирĕç çил вĕрсен, çăмăр пулать, теççĕ. С. Тим. Шур Атăлта пулă ишет-çке, çунаттине шыва хумасăр. N. Эпĕ çитнĕ çĕре теплушкана (помещение для сторожей при пожарной машине) шыв тунă: шăпăр-шапăр тăвать (течение струи) шалта çĕр урайĕнче. Орау. Тăнсам! пĕтĕм пӳрте шыва янă! Болваны! всю избу залили водой (дети). N. Нассус пырши шăтсан, шăтăкран шыв шаркаса чуптарат. Кĕпçене çĕре пăрахсассăн, шыв шарлатса чупат. Сред. Юм. Пĕчик çӳхе чôла шыв çинелле вирлĕ аялтан утса ярсан, çав чôл чалт! чалт! тутарса шыв ĕçсе каять. КС. Шывпа пĕрĕхтереççĕ (прыскание). Никитин. Хурсем каçпа ларакан вырăна тараса чакалас пулать; унта шыв час тухать. Хурсем шыв пур вырăна анчах çĕр каçма лараççĕ. || СТИК. Айлăм çĕрти купăстана шыв сапма юрамаст — шыва ларат. Купаста шыва ларсан, вăл начарланса юлат. Шыва ларнă çаранти курăк та сайраланса юлат. Магн. М. 59. Шыва лар. || Альш. Сăмаха шыв пек юхтарат. Ст. Яха-к. Çак кĕлле ăстарик шыв епле юхать (плавно), çавăн пек пĕр такăнмасăр хăвăрт каласа тухать. ТХКА 13. Пирĕн Ваçук кĕнекесене шыв пек юхтарса вулать, картинсем тума вĕренсе кайнă. N. Утни-юртни сисĕнмест, шыв пек юхать, çил пек вĕçет (урхамах). Чăв. й. пур. 10°. Çапла тусан вара лашисем шыв пек кайнă. Сред. Юм. Посса кайса пăхса çӳрерĕм те эп, ôрпасĕм шыв пик йôхса лараççĕ вит (хороший урожай). Альш. Ачанăн варвиттне кайнă, шыв пек юхтарат. || N. Ăна пĕр кашăк шывпа ĕçсе ярăн (говорят про красивую девицу). || Кан. Пĕр 10 пин тенкĕ шывпа юхрĕ. Шурăм-п. Çулла хăйă хăшĕ пĕртте çутмаççĕ: укçана шыва пăрахмастпăр, теççĕ. Ib. Вĕсем ĕмĕрне те хăйсен юлташне шыва пăрахса хăварас çук (не оставляют без помощи). Орау. Çын хăйне хăй шыва пăрахмасть (не топит сам себя). Капк. Хамăр хурăнташа шыва ярас çук вĕт, терĕм (не выдам, не предам). || Букв. 1908. Маруçăн улма çиесси килнипе çăварĕнчен шыв килнĕ. Сред. Юм. Çинине корсан, çăвартан шыв килет. || Чăв. й. пур. 5. Хăйĕн сăмсинчен тапак туртнипе сап-сарă шыв юхса çӳрет. || Буин. Шывпа пĕрлех килчĕ. Ребенок вышел из утробы матери вместе с водами. N. Малтан шыв кайрĕ (перед родами), ача типпе юлчĕ. Ача умĕ килчĕ, ачи çуралчĕ. || Сок. Шурăм-п. Карта патĕнче хурăнсем те пур. Çуркунне вĕсен шывне ĕçме юрать. || Сыворотка. Изамб. Т. || Пот. Альш. Икĕех те шурă та халь ут юртат, тилкеписем тăрăх та шыв юхат. Ала 63°. И, хир-хир урлă килтĕмĕр, çĕлен пек ута шыв турăмăр. N. Лашисем пĕтĕмпе шыва ӳкеççĕ, ачисем çапах çӳреççĕ. Мусир. Хура шатра Иваншăн хура шыва ӳкрĕмĕр (сильно вспотели). N. Тарласа шыва ӳкнĕ. || Слезы. Альш. Çакăях та тăвансем асма (= асăма) килсен, икĕ хура куçăмран шыв юхат. Собр. Куçран куçа пăхсассăн, икĕ куçран шыв килет. || Дождь. N. Шăнкăр-шăнкăр шыв çăват, чӳрече витĕр курăнать. (Хĕр йĕри). || Река. ГФФ. Кăвакал ишет шыв тăрăх. Утка плывет по реке. Хурамал. Хурĕ каланă: „Ну эпĕ çурт лартап-и? Эпĕ аслă шывра та хĕл каçăп“,— тенĕ. Ib. Аслă шыва кĕтĕм ăшăк тесе, ĕнчĕ куçлă çĕрĕ пур тесе; ĕнчĕ куçлă çĕрĕ шыв çути, эпир атте-аннен куç çути. Вошел я в большую реку, думал, что мелко, думаль что есть там перстень с жемчужным камешком. Перстень с жемчужным камешком — свет реки, и мы у отца и матери — свет очей. ЧП. Пирĕн пӳрт аяккипе мăн шыв юхат. Тораево. Ĕçтерсе ӳсĕртсе пичĕкешне хупса икĕ пуçне питĕрсе мăн шыва кайса ячĕç, тет. Янорс. Вара эпир Атăл хĕрне çитрĕмĕр, кунта эп Атăл шывне куртăм. Хурамал. Ăлăхрăмах çӳлĕ тусем çине, антăм-ĕçке Самар шывĕ çине. Поднялся я на высокие горы и спустился на реку Самарку. Альш. Самар шывĕ юхат вирелле, сар хăмăшсем тайлаççĕ шывалла. Эпир çур. çĕршыв. 24. Шăматран иртсессĕн çул Вылă шывĕ урлă каçать те, уй тӳпинелле каять. Сюгал-Яуш. Пĕр çын шывра луткăпа пулă тытса çӳрет, тет. N. Вăл шыва пĕрте шăнма памаççĕ, мĕншĕн тесен вăл кермансене килме питĕ чарса тăрать, вăл шыва пĕрмаях тупăпа персе ватса тăраççĕ. Çулла çав шыв патне çитеччен пĕрмаях çĕмĕрсе килчĕ. Баран. 119. Çăва тухсан, пысăк шывсемех ăшăкланса юлаççĕ. С. Айб. Шыв урлă каçаракан сан патна пырса шыв урлă каçарнăшăн санăн аллуна ыйтĕ. Альш. Пилĕк пĕрчĕ хăмăшпа çул килтĕм, виçĕ пĕрчĕ хăмăшпа шыв каçрăм, каçсан та урам йĕпенет, каçмасан тăванăм ӳпкелет. N. Хура шывсем юхат вирелле. || Назв. божества. N. Вăл мĕн калать хăй патне пыракансене: эсĕ çава çырмари шывпа питне çунă та, çанти шыв тытнă, тет. Бгтр. Кĕрĕк ăçта çул çинче шыв ĕçсессĕн, çав шыв ан тыттăр, тесе: эпĕ ĕçмен, пĕр вырăспа пĕр майра ĕçнĕ, тесе, шыв çине кирек мĕн сапса хăварнă. N. Тата шыва çав хурантанах чӳклеççĕ. С. Алг. Шыва мимĕр (толокно).

шыв-шур пуçлани

назв. свадебното обычая (невеста идет за водой). Тускел. N. „Шыв-шур пуçлани“ в других местах называется: „Çĕнĕ çын шыв тăкни“.

шыра

(шыра), искать, разыскивать. КВИ. Мĕн инçе ют çĕрте вăл шырать? Что ищет он в стране далекой? Ib. Анчах парăс телей шырамасть, телейрен те тарса вăл каймасть! Увы, он счастия не ищет и не от счастия бежит! ТХКА 73. Пур çĕре те шыраса пĕтертем, ниçта та çук. ГФФ. Çак çи яла килтĕмĕр юратнă çынсене шыраса. Мы приехали в эту деревню, отыскивая любимых людей. НР. Сăр-Сăр тăрăх хам карăм та, сăртри çырла шыраса. По Суре реке я ходил, искал ягоды на пригорке. ГФФ. Карăм шырама сĕм вăрмана. Пошел в дремучий лес искать (песню). Ib. Кăвакал ишет шыв тăрăх, çут поллине шыраса. Утка плывет по реке, отыскивая светлую рыбку. Букв. 1900. Çăкăр хырăма шырамасть. N. Айта халĕ вăрмана мачча кашти шырама. А.-п. й. 14. Пĕччен пурнăç ăна питĕ йăлăхтарса çитернĕ те, вăл хăй валли тус шырама шут тытнă. Ib. 16. Яла сурăх шырама, тет кашкăрĕ. Регули 1471. Эп шырарăм — топрăм. Ib. 1472. Эп шыраса топимарăм, шырарăм (шырарăм та), топимарăм. Ib. 818. Эп топимарăм мĕн шыранине. Сред. Юм. Çăварти чĕлĕме виç сехет шыранă, айĕнчи лашине виç талăк шыранă, тет. (Послов.). Бел. Гора. Вырăн пур та, мăшăр (супруга) çук; мăшăр шыра (так!) килтĕмĕр. Сятра. Ăста каян, тăлăк арăм? тет.— Опăшка шыраса каятăп, тет. N. Эс она шыраса топса ил (разыщи и возьми). Кама 56. Акă пăшалне ӳкерсе хăварнă. Хăйне тупаймарăм. Çырма тăрăх тарнă, теççĕ. Çĕр тĕттĕм, анкартисене, улăмсем айне шырас пулать. ЧС. Вара ăстарастапа сутниксем халăх пухса, ăна пур çĕрте те шыраса пĕтернĕ, анчах ниçтан та тупайман. N. Çак ĕçе епле пулнине Зайцев ятлă пысăк ĕçсене шыракан следователь тĕпчет. НР. Йори карăм улаха чун савнине шыраса; чон савнине тĕл полтăм сарă хĕрпе йонашар. Нарочно пошла на посиделки, чтобы встретиться там со своим милым, но увидела его сидящим рядом с русой девушкой. || Искать в смысле „иска“. Юрк. Эсĕ кунта мĕн шыратăн? — Мĕн шырасси-мĕнĕ, эпĕ прикăвăрсăр уйăрăлнă. Прикăвăрсăр уйăрăлнисем халĕ, çĕнĕ саккунпа, уйăрăлманпа пĕрех, тет.— Эсĕ çавна шанса тата шыратна-ха? — Вара, тет. || Взыскивать (с кого). Кратк. расск. 20. Эсĕ, атте илсе килмесессĕн, хамран шыра ăна, эпĕ хам çине шантарса илсе каятăп ĕнтĕ. N. Укçине каялла шырăр. Кан. Кивçен панă вăрлăхсене шыраса илесси. Пирĕн ял. Выçлăх çулта Унтри Тимуххине кил вырăнĕсем улăштарнине халь каялла шырама çук. N. Если эсĕ илеймесен те, килтен шыраса илмелле яратăп.

шилĕк

назв. свадебного обряда. См. шильăк. СПВВ. Т. Шилĕке туй чухне хăмаран карта ăш (= карташ) варрине тăваткăл майпе тăваççĕ; ун ăшĕнче ташлаççĕ вара. СПВВ. ТА. Шилĕке ак çапла тăваççĕ: ултă тунката çине пилĕк хăма хурса, алăк вырăнне кăшт кĕмелли хăвараççĕ. ЧС. Пирĕн туй пулас кун ирех хĕр килне икĕ хĕрçум апат тума пулăшма пыраççĕ. Арçынĕсем (= арçыннисем) туй çыннисене ларма шилĕк тăваççĕ. Шилĕке ак çапла тăваççĕ: ултă тунката çине пилĕк сарлака, вăрăм хăма хураççĕ те, шилĕке кĕмелли кăшт вырăн хăвараççĕ. Тĕпеле икĕ кĕтессине икĕ сĕтел лартаççĕ, сĕтелсем çине икĕ пуçламан çăкăр, икĕ витре сăра, тата сĕтелсем варне икĕ кĕççĕ сараççĕ. Çулла пулсан, каччă ларакан сĕтел кĕтессине пĕр чĕрĕ хурăн касса лартаççĕ. Ăна те сулхăншăн, те пĕр-пĕр йăла тăрăх лартаççĕ,— пĕлместĕн. Халĕ ĕнтĕ ăна тумаççĕ. Н. Бурнаши. Шилĕк, сиденье из досок для „туй халăх“. Собр. Пăртак тăрсан кĕрӳшне хĕрин инкĕшĕ нӳхрепе илсе кайса пичке пуçлаттарать. Çав пуçласа илнĕ сăрана кĕрӳшĕ шилĕке илсе пырать. Ib. Туйĕ кĕрсессĕн чи малтан шилĕк тавралла çавăрăнаççĕ, унтан вара сарай патне каяççĕ, кĕрӳш урапи шилĕк умне юлать. Унтан хĕрĕ амăшĕ кĕççе илсе пырса урапа умне сарать те, пĕр тенкĕ укçа хурать. Кĕрӳшĕ вара çав укçа çине сиксе анса укçине илет. Ib. Унтан пӳртрен шилĕке тухаççĕ те, ачи ашшĕпе амăшне пуççапать, ашшĕсем ăна укçа параççĕ. Вара шилĕк патне виçшер лашаллă, икшер лашаллă кӳлнĕ кӳмесене илсе пыраççĕ те, туй халăхсем кӳмесем ăшне кĕрсе лараççĕ. N. Хĕр енчен пынă туй халăхĕсене ăсатас уммĕн яшка çитерсен, карташ варрине тăватă каска пăрахса, вĕсем çине тăватă кĕтеслĕ туса, хăмасем сарса шилĕк тăваççĕ, „пӳлемĕк чӳклеççĕ“. Унăн ăшне пĕр касмăк сăра тултарса лартаççĕ. Унтан тата пĕр сĕтел, сĕтел çине тĕрлĕ çимесем пырса лартаççĕ. Ĕçтереççĕ, çитереççĕ. Çав вăхăтра çĕнĕ çынни пур хурăнташĕсене те асăнса ăсатать: „Кайăк хур каять картипе, йăви юлать пăрăнса“... N. Ирхине тăрсан (у невесты) кил карти варринче виç хăмаран саксем тăваççĕ, çавăн варрине сĕтел лартаççĕ те, сĕтел çине пĕр витре сăра лартаççĕ, тата çăккăр хураççĕ, тата сĕтел умне пĕр йăвăç касса лартаççĕ, ăна вара шилĕк теççĕ. Т. VI, 15. Карташне мĕн шилĕк тума пар. (Чӳклеме).

шу

вода. N. Шу = шыв. Шорк. Шу или шăвă („ă“ лабиал.), шуна, шунта; шуйĕ или шăвĕ; шуйĕн, шăвĕн; шуне, шуйĕнче, шăвĕнче, шунче; шуйĕпе, шĕвĕпе, шупе. Панклеи. Шу пор-и, кинеми, ман шу ĕçес килет. В. Олг. Шу патне кайса кил-ха, Михали, шу çок. Н. Роман. Канав тăрăх шу йохать. По канавке вода бежит. ГФФ. Вăльтăр та вăльтăр ус çулчи ылтăн шу çине, ай, ӳкес çок. Трепешущий листок осины не упадет на золотую воду. Регули. 1316. Шувăн торат çок. Ib. 100. Вăл хăрат вăлсам онта шушне (= шу ăшне) ӳкесрен. Ib. 800. Шу çĕклени лайăх мар конта. Ib. 607. Шува кĕмелли вырăна топимарăм. Ib. 608. Вырăн шува кĕмелли топимарăм. Ib. 656. Салтаксам порте шува кĕчĕç. Ib. 427. Шу толса çитрĕ, орăх толмасть. 1105. Эп шупа (типĕпе) килтĕм. Ib. 1487. Шупа та, типĕпе те килĕç. Ib. 1123. Шу айăн (айпе) тохрĕ. N. Он хыçĕнчен кайсан шăва та каяс полĕ. Якейк. Вăл варти çаран кăçал шăва кайнă (= йĕпе парши утă çитĕниман). Сятра: Тăр кăнтарла шоа кĕрнĕ чоня пĕр çăмартапа ик самла татăкки пăрахаччă, шу осалĕ çына шоа тортса кĕртесрен. Когда купаются в полдень, то бросают в воду яйцо и два кусочка салмы, чтобы злой дух воды не утащил в воду. Ib. Çĕнĕ çыня (говорит мышь): „аппин сан шăтăка шу кĕрме хошап“, тет. Вопр. Смолен. Çăмăр шăва хирĕç килсен, час чаранмасть. СЧУШ. Тĕлĕкре шу курсан, йĕпе пулать. Якейк. Кирек ăсти шу патне те хăраса чиркĕве кайнă пак каяççĕ. Çăлкуç панче хытă калаçмаççĕ, колмаççĕ: шу тытать. N. Шу пак калаçать. N. Пура çине шу каймасть-и (не протекает-ли)? || Сок ягоды. Торп-к. Çырла шупе пит çăваççĕ. || Река. Янорс. Унтан кайсан-кайсан, эпĕр пĕр вăрман витĕр тохрăмăр, унтан тата ик шу орлă каçрăмăр. ЙФН. Çитĕнессине çитĕнтĕмĕр, мăн шу çинчи хомăш пак. Регули. 838. Шу тăрăх тăвалла виçĕ кон каяççĕ. Ib. 1121. Шу айĕ чоллă. || Брань. Пшкрт: Шуран токса кисе тен, только мыраку çок!

Кĕçĕн Шулхан

Çĕнĕ Шулхан, дер. Новые Щелканы (Урмарск. р.).

шурат

шорат, белить, сделать белым. Баран. 105. Хире çĕнĕ юр ӳксе шуратсан... N. Аннен кăмаки шур кăмаки, сыпне порпа шоратнă, килес килет, кас (= каяс) килмест. ТХКА 29. Кĕпе таврашне çăвать, кĕпесене лайăх шуратать. Янгильд. Пирсене йор пĕтиччен часрах шоратса хораç, теççĕ. Вута-б. Пирсене тĕртсе пĕтерсессĕн, кĕл çине хурса шуратаççĕ. Кан. Улмуççисене акшар шывĕпе шуратмалла. || Чистить (картофель), лупить (яйца), сдирать кору (с дерева). О сохр здор. 55. Тата çĕрулмине нихçан та хуппине шуратса пĕçерес пулмасть. N. Хулăнтарах шуратап хуппине, срезаю шелуху потолще (у картофеля). Хош-Çырми. Пĕр çарăкне кăларса шоратрăм. Выкопал я одну репу и облупил ее. N. Çав сехетрех çил явашлансан, прийомне чакарас пулать, астумасан — шултра, хуппине шуратса анчах кăларма пуçлать (на ветряной мельнице). Б. Бур. Шурă-шурă çăмарта, чут-чут шуратмасĕр çиеттĕм. N. Çуркунне пулсан, ялсенчи çынсем, хăйсен сачĕсенчи йывăçĕсен хуппине юр айĕнче темĕскер кăшласа шуратнине курсан, час-часах тĕлĕнеççĕ. Пуринчен ытла çамрйк йывăçсене (улмуççисене) кăшласа пăсаççĕ. || Заставлять бледнеть. НР. Çыв сăмаххи, ай, ыр тумасть, хĕрлĕ сăна шоратать. От людских пересудов добра не будет, от них бледнеет румяное лицо. В. Тим. Вунĕ пӳрне вĕçне вĕре-вĕре хĕп-хĕрлĕ чĕреме эп шуратрăм. ГФФ. Ялти йăвăр ячĕшĕн хĕрлĕ сăна шоратрăм. Из-за людских пересудов побледнело мое румяное лицо. Хош-Çырми. Нăр пек хĕрлĕ сăнăма шоратрĕ. Заставило побледнеть мое румяное лицо. N. Карта хĕрнчи шор ути, потек çисе шоратрĕ; пирĕн атте хĕрĕне çынсем çисе шоратрĕç. Пазух. 55. Кăчуне самани те, ай, йывăрри шуратать-çке хĕрлĕ те, ай, чĕрене. || Переносно — засеять. Кан. Вара Уйкяс халăхĕ суртланă вăрлăхпа анисене шуратса хăварчĕ. ТХКА. 128. Хура çĕре шуратма вăрлăх валли çакă çул çити-çитми тетпĕр-ха. || N. Шурăмпуç шуралса килни чух хĕр пуçне шуратса каятпăр. || Губить. Ау 178. Йыснаçăмах Якур пур, сар хĕр пуçне шуратать. || Давать подарок. Якейк. Пирĕн ăратни олтă кил, олтă килте отмăл çын, отмăл çынна шоратсан (парне, кĕпе парсассăн), пирĕн çынах полăттăнч.

шурка

шкурка, очищенная от шерсти. Городище Б. Н. Седяк. Шурка — çăмне çĕçĕпе хырнă тир, ленте пек. СПВВ. МС. Шурка — çĕнĕ тир татăкне хырса кĕрĕк тӳмисем, сăхман тӳмисем хураççĕ. Якейк. Тир татăкне çивĕч çĕçĕпе çăнне хырсан, шорка полать. Шоркапа сăхман тӳмисем тăваççĕ. || Кант. Зап. ВНО. Шурка, кант. Кĕрĕке шурка хумасăр çĕленĕ.

шăйăр

царапать, содрать. Хĕн-хур. Вара вăл урисене шăйăрса юнлантарса пĕтернĕ çăпатисене салтнă та тĕтĕм енелле юлашки вăйĕпе утнă. Юрк. Мăкшă çĕнĕ аттипе урисене ниçта юрăхсăр шăйăрса пĕтернĕ. Орау. Пĕр турат çамкана шăйăрса ячĕ. Ib. Аяка шăйăрса тухрăм (содрал) алăк хыскалчипе. N. Мăйракипе шăйăрать те йĕр тăвать, чĕрнипе пусать те çул тăвать. Этем йăх. еп. пуç. кай. 9. Вавилонĕнсем тăм хăма çине савăл евĕрлĕ паллăсем шăйăрса çырнă. Кан. Çиелтен кăна шайăратпăр пулĕ. Орау. Вăййи хăямач, пĕтĕмпе урая шăйăрса пĕтерчĕç (обшаркали пол ногой). Йӳç. такăнт. 72. Кĕркури нимĕн чĕнмесĕр, шывпа сапнине те туймасăр, пуçĕпе сĕтеле шăйăрса улать. || Размягчать лыко кочедыком или деревяшкой. Слакбаш, Юмансар. Хурамал. Пушăт шăйăрарçĕ (çемçетеççĕ). || Переносно — драть, сдирать. Кан. Чухăн çынсене тырă çиме парса калама çук пысăк проччăн шăйăрнă. Ib. Çийĕнчен 50 пус укçа шăйăрса юлчĕ. Ib. Совет саккунь çĕнтерет, куштансене шайăрать.

Çĕнĕ Шăмăршă

назв. д. Новая Шемурша. N. Çĕнĕ Шăмăршă тес вырăнне патĕнчи çынсем час-часах Çĕнĕ-ял теççĕ.

шăна

муха. N. Эпĕ унăн пысăклăх хутлăхне шăна тытса ятăм. Шăна чир. сарать З. Старик калать: шăна-шăнах ĕнтĕ вăл, мĕн калаçмалли пур ун çинчен? N. Пӳртре шăнасем нумайлана пуçларĕç-ха: шăна пĕтермелли илмелле пулĕ. N. Шăна пек çыпçăнать (о привязчивом). Орау. Шăна пек çантах тăрăнать (когда любит пить чужое). Ст. Чек. Шăна çиен. (Так называют скупого). Сред. Юм. Шăна патши, пĕчик ачасене: начар эсĕ, тессине, шăна патши пик, тесе, вăрçтараççĕ. || Комар. Шумерля. Шăна çыртать. || Пчела. Мереш-поç. Пирĕн ялта шăна тытакан (пчеляк) пĕр çын пур та, унăн пыл те пур, те çук – пĕлместĕп. || Назв. игрушки. См. шăналла выляни. Çĕнĕ Кипек. Шăнана ак çапла тăваççĕ: пӳрне тăршши яхăн патакăн пĕр пуçне шĕвĕртеççĕ те, çав шĕвĕр пуçĕнчен çуррине яхăн картаççĕ, вара шăна пулса тăрать.

шăналла выляни

назв. игры. Çĕнĕ Кипек. Шăналла вылянă чухне арçын ачасем анчах выляççĕ. Шăналла выляс пулсан, пĕр патака (шăна юпи тиекенскерне) тăршшине пĕр аршăн яхăн хăварса, çĕре çапса кӳртеççĕ те ун çине шăнине лартаççĕ. Вăл шăнана ак çапла тăваççĕ: пӳрне тăршши яхăн патакĕн пĕр пуçне шĕвĕртеççĕ те çав шĕвĕр пуçĕнчен çуррине яхăн картаççĕ, вара шăна пулса тăрать. Вăйине тапратас умĕн пурте, кам выляс тиекен, пĕр туя çинче шăпа яраççĕ. Камăн алли аяла юлать, çав вара хуралç пулать. Унтан вара хуралçи шăна юпи патĕнчен пурне те чикĕсем виçсе парать те аякалла кайса тăрать. Лешсем туйисемпе пемех тытăнаççĕ вара. Шăнине персе ӳкерсен, хуралçи уна каялла илсе хурать юпи çине. Перекенсен туйисем персе пĕтнĕ пулсан, шăни ӳксенех, часрах туйисене илме чупаççĕ; персе пĕтмен пулсан, переççĕ. Перекенсем туйисем патне чупнă чух, хуралçи часрах шăнине лартать те, пĕр чиккине йышăнса тăрать вара. Перекенсенчен хăшĕ кая юлать, çав хуралĕç пулать. Тата çав вăхăтрах хуралçи шăнине час лартаймасан, перекенсем часрах хăйсен чиккисене тăраççĕ те, хуралçи вара каяллах хурала юлать. Хăш чухне ак çапла пулать: перекенсем туйисене йăлт персе пĕтереççĕ те юпине тивретимасăрах юлаççĕ. Çавăн пек чухне хуралçине пит аван пулать: лешсем туйисем патне чупнă чухне, вăл йăпăрт анчах пĕр чиккине йышăнса тăрать. Лешсенчен хăшĕ кая юлать, çав хуралĕçе юлать. СТИК. Шăналла выляни — игра в мухи. Ставят кол, к колу приставляют чурку и издали палками кидают в этот кол.

шăршă

то же, что шăрш, запах, вонь. N. Чечексен шăрши, запах цветов. КВИ. Хĕвел кулать сайрарах, шăрши пĕтнĕ чечексен. Ачач. 57. Тимуш тула тухрĕ. Уйăх курăнмасть. Çăлтăр куçĕсем анчах çап-çутă йăлтăртатаççĕ. Ăшă çур шăрши çаплах сăмсана перет. Баран. 89. Çил çав енчен çаврăнчĕ, сăмсана тĕтĕм шăрши килсе кĕчĕ. Череп. Ĕнек шăрши кĕре пуçларĕ. Запахло горелым. К.-Кушки. Ку супăнăн шăрши веç пĕтнĕ. Это мыло потеряло весь аромат. Янтик. Ма пит нумай ĕçнĕ-ха эс: пĕтĕм эрех шăрши çурать санран. СТИК. Ай-ай санран тапак шăрши çапат сывлама çук. Утар. Сăра шăршипе пуçĕ çавăрăна пуçланă (от опьянения). N. Çу шăрши тухрĕ. Выçăхакансем. 8. Çăкăр шăршипе çăвара шыв килчĕ, аптăранипе сĕлекене чăмласа ларатăп. Ст. Яха-к. Çăварни кун ирех пĕр-пĕр ял виттĕр тухса каяс пулсассăн, пĕтĕмпех кашни пӳртрен икерч шăрши кĕрет. N. Пĕр-пĕр çĕнĕ савăта малтан мĕн япала шăрши çапать, аван шăршăлли-и, усал шăршăлли-и, çав шăршă кайран та час тухса пĕтмест. Ст. Чек. Эп ним шăрши те туяймастăп. Я не чувствую никакого запаха. Ib. Шăршă туяймастăп (плохое обоняние). N. Тата савăт питĕ нумай, çав савăтсенчен питĕ шăршă сарăлса тăрать. ГТТ. Вилес çыннăн виçĕ кун малтан шăршă килет, тет. О сохр. здор. Тумтире тасатах тăмасан, вăл хураласса та хуралать, тата нумайччен тăрсан тумтиртен шăршă кĕрекен пулать. Изамб. Т. Унăн шурă чечекĕсенчен пит тутлă шăршă килет. Орау. Тата пур йăвăçсем те çăвăлçă кăларса аван шăршă сарса тăраççĕ. || В переносном значенни. Орау. Анчах çирĕм тенкĕллĕх тыр сутса килтĕм, пĕр эрне хушшинче укçан шăрши те юлмарĕ. Хурамал. Лешсен вара шăрши те пулман (слуху и духу не было). || Обоняние. Пшкрт.

шăтăк

щель, отверстие, дыра; нора, берлога. Капк. Алăка питĕрнĕ. Ăçтан кĕме пултарĕ-ха? — Шăтакран.— Мăн чĕрчун кĕмелĕх шăтăк пулсассăн, пирĕн хваттер сивĕ пулĕччĕ. Сивĕ мар-çке! А.-п. й. 68. Кĕлет алăк айĕнчи кушак шăтăкĕнчен шăвăнса кĕчĕ, тет те, шалалла, çăвăх ырçи ăшне кĕрсе ларчĕ, тет. N. Ман кутăм çап-çутă. (Кĕмĕл шăтăкĕ). N. Кăмака шăтăкĕ, печурка. Орау. Манăн халь те пыр шăтăкĕ тулчĕ ĕнтĕ, урăх анмасть. Мне уж в глотку не лезет. N. Çанă шăтăкĕ, пройма. N. Вал шăтăкĕ, вĕрен шăтăкĕсем, вĕт кĕрпе шăтăкĕ, кĕрпе сăмсипе хывăх шăтăкĕ, кĕрпе çăнăхĕ шăтăкĕ, кĕрпе шăтăкĕсем, çил шăтăкĕ, çу ямалли шăтăк, вăта çĕрти чул шăтăкĕ, хывăх шăтăк, шултăра кĕрпе шăтăк — кашта шăтăкĕ, шăрт шăтăкĕ. Якейк. Çĕлен шăтăка çимен конче кĕрет. Оп. ис. ч. 1. Ку шăтăк çĕлен пурăнаканскерех-ха. Это, смотри, змеиная нора. А.-п. й. 61. Çĕлен-калтасем, ниçта кайса кĕреймесĕр, ăçта шăтăк пур, çавăнта кĕре-кĕре пытанаççĕ. Ib. 14. Акă пĕррехинче вăл хăй шăтăкĕнчен тухрĕ те, кама та пулин хирĕç пулмăп-и-ха тесе, вăрманпала утса çӳрет. Ib. 19. Ула йытă малтанах хăйĕн çĕвĕ тусне упа шăтăкĕ патне ертсе кайрĕ. Лап-к. Çитсен кашкăр шăтăк турĕ, тет, сат картине. А.-п. й. 34. Аякрах та мар пыракан тилĕ вăшт! анчах чăмать пĕр шăтăка. Ib. Пăхаççĕ: сăвăр шăтăкĕ. Пуçлаççĕ хайхисем чавалама çак шăтăка. 93 çул 80. Ăна хăма çине хунă, пуçне мăй таран шăтăк ăшне чикнĕ. Могонин. Çырмасене, шывсене, шăтăксене, тăвайккисене усал илнĕ. N. Витĕр-витĕр темиçе шатăк пулса пĕтрĕ. Янтик. Шăтăк аяла аннăçеммĕн тăвăрланать, çӳлелле ухнăçеммĕн (= улăхнă çемĕн) аслăланать. П.-Пинерь. Шухăшламасăр: тарăн шăтăка тухăп, тесе, ан сик. Н. Лебеж. Шалçине лартрăм, шăтăкне туртса илтĕм. (Загадка). N. Çӳлте те шăтăк, тĕпĕнче те шăтăк, варринче вут. (Сăмавар). Орау. Ку шăтăка тултарса тӳрлетĕр. Заровняйте яму. Ib. 37. Пырать пĕр хăмăр тилĕ йăпăртатса вăрманпа. Ун çулĕ çине сунарçă шăтăк алтса хунă пулнă. А.-п. и. 77. Пĕр йăвăç тĕмĕ айне пысăк шăтăк алтрĕ те, арчана тĕртсе йăвантарса ячĕ. Выкопал яму под одним деревом и скатил в нее сундук с нуждой. Орау. Нушникĕн шăтăкĕ питĕрĕннĕ те, çӳлтен юхса анакан шыв аялти хутри хăваттирсене тухса пĕтĕмпе шыва янă. || Могила. ТХКА 73. Анне мана: ачам, эпĕ вилеп, ман шăтăк çинчи тăпрана пырса тӳрлет вара эсĕ, тет. КВИ. Вилнисене пуçтарчĕç. Шăтăк чавма тытăнчĕç. В. Олг. Шăтăк алтма каятăп. ЧС. Çутăлсан вара хăшне шăтăк алтма ячĕç, хăшĕ тупăк тума тытăнчĕç. || „Преисподняя“. Кан. Шăтăк тĕпне анса каях хăвăн кавалериюпа. В. Олг. Таста шăтăкра порăнат вăл. N. Укçасăр манăн çта шăтăка каяс-и? Ск. и пред. чув. 46. Ăçта шăтăка тарчĕ Микита. Юрк. Пĕчĕкçĕ кăна пуркăм пурччĕ, илсе кĕрсен акă çакăнта хурсаттăм, таçта шăтăка çухалчĕ. || N. Малти шăтăк. || Ямочки при игре в шар. СТИК. || СТИК. Ку укçа шăтăксене саплама та сахал, эсĕ пуйрăн тесе тăратăн. Шăтăка саплас тени парăма тӳлес тени пулать. || Дырявый. Каша. Шăтăк-шăтăк шăналăк, шăна кĕмин — лайăхчĕ. ЧП. Шăтăк кимĕ килет. Юрк. Çĕнĕ сăмавара шăтăк сăмавар тетĕн, ак кунтан тултар. Ск. и пред. чув. 77. Каларĕ вăл еррипе карчăк енне çаврăнса: çамки шăтăк — хупăнмĕ, чĕри татăк — сыпăнмĕ. || Переносно — с изъяном, глуповат. N. Он тăрри шăтăк. Капк. Шăтăк тӳпеллисем пирĕн ĕмĕре çитеççĕ-ха. N. Унăн хăлхи шăтăк (глуховат). Ала 30. Çакă ял çулĕ шăтăклă, çул шăтăкне пĕлмерĕмĕр, хĕрĕ шăтăкне пĕлтĕмĕр. || Кружева. Начерт. 203., Шибач., Икково. КС. Шăтăк илтĕм. См. шăтăкла.

шăтăртат

трещать, хрустеть, скрипеть. Савельев. Йӳç шăтăртатса хуçăлса карĕ. Самар. Ыраш пуçахĕсем типсе кайнипе шăтăртатса тăраççĕ. Чăв. юм. 1919, 14. Çĕнĕ çăпати пусмассерен шăтăртатать. Образцы 112. Ман урара Хусан атти, пусмассерен шăтăртатать. Полтава. Ыр савăтсем эрехпе тулли кăпăк тулхăрса шăтăртатса ларнă чух. N. Вăл, хăйă шăтăртатнине илтсе, шухăшланă: ав епле, Яхутенĕн шăммисем ванаççĕ, тенĕ. N. Йывăçсем шăтăртатни, треск деревьев. Чĕлкаш 18. Вăл ыран кăсйинче хут укçасем шăтăртатни çинчен шухăшланă.

шăши

мышь. N. Шăши = кушак кайăкĕ. N. Шăши = шăрши. Бука. 1900. Кушак шăши тытать, кашкăр выльăх тытать. А.-п. й. 7. Кушак, шăши пулĕ тесе, çапă çине пĕрех чикрĕ, тет. Образцы 24. Вăл укçана памасан, шăши кастăр енчĕкне. N. Ай-уй, карчăк! çарăка шăшисем çисе яраççĕ. Ах, старуха! ведь репу-то поедают мыши! Ст. Чек. Шăши пирĕн айăмăртан тухса карĕ. Мышь выбежала из-под нас. А.-п. й. 51. Кайсан-кайсан, ăна хирĕç пĕр шăши сиксе тухрĕ. Панклеи. Шăши мури илчĕ те карĕ. Ши-и! шихăртать. Ск. и пред. чув. 17. Çул пур çĕртен, çук çĕртен çичĕ юлан вĕçтерет; шăши тухман çĕрсенчен вăл тухать те сиктерет. Чув. прим. о пог. 411. Хĕрлĕ шăши, рыжая мышь. Янтик. Шăши пăх пик чей, фамильный чай. КС. Капан айĕнче шăши вилмест. N. Ку чухне шăши те туяпа çӳрет. (Пословица). Ст. Шаймурз. Шăши шăкĕ те тинĕсе пулăшать. (Послов.). Курм. Йĕс шăши, çип хӳре. (Йĕп). Зап. ВНО. Пĕр шăшин икĕ хӳре. (Çăпата) Кайсар. Шăши тирĕпе çăпана çыхаççĕ. N. Эпĕр коак шăши пак пурнатпăр, тольккĕ каç шăтăкран тухса çӳретпĕр. Н. М. Кедров. Пирĕн урай айĕнче шăшисем чупса çӳреççĕ. СТИК. Шăши шăриччеи те пĕр вырăнта лараймаст, тек мăрккат (ни минуты не может усидеть на месте). В Сятра дат.-вин. падеже — шăше. Ib. Çĕнĕ çынă: эппин эпĕ санăн шăнă-шаккуна шăше çиме хошап халь, тет. || Фамильное прозвище. N. Шăши Емели. Ст. Чек. Шăши Миттук (женск. прозвище). || Назв, болезни лошадей, мыт. Юрк. Шăши — ут-выльăх чирĕ.

Шĕнер киремечĕ

назв. керемети. В. Михайлов. Шĕнер киремечĕ çĕнĕ çĕре кайни çинчен çакăн пек халлап çӳрет. Шопашкар уесĕнче Апаш ятлă ял пур. Çав ялтан çур Çĕрелле тухсан, уй пур. Вăл уя Шĕнер уйĕ теççĕ. Çак уйăн хĕрринче юхса выртакан çырма пур. Вăл çырма Шĕнер ятлă. Шĕнер леш енче вăрман пур. Вăрманĕ „Шĕнерпоç-саккас“ ятлă. Вăрман хушшинче типĕ çырма пур. Типĕ çырман лаппинче хырсем лараççĕ. Хырсем патĕнче пысăк чулсем выртаççĕ. Çав чулсене киремет пӳрчĕн никĕсĕ пулнă теççĕ. Апашра пĕр Микка ятлă ватă старик пурччĕ. Вăл старик хăватлă вĕрӳçĕччĕ. Выльăх-чĕрлĕх е ача-пăча чирлесен, ун патне суртма каятчĕç. Вăл ирхине апат çияччен сурса панă шыва ĕçтерсен, выльăх-чĕрлĕх чăнах та сывалатчĕ. 1860 çулсенче ака уйăхинче çак Микка Шĕнер уйне тырă акма кайнă. Вăл чылай çĕрлерехех уя тухнă. Уйра нимĕн сасă-чӳ те пулман. Тырă акма ытла тĕттĕмрен, çак Микка лашине тăварса утă панă та, хăй урапа патне ларнă. Вăл урапа аяккинче ларнă чух, темĕн çутти курăна пуçланă. Мĕн-ши ку? тесе, вăл сиксе тăнă та, Шĕнерпоç-саккас енелле çавăрăнса пăхнă. Çав Саккас çырминче ĕлĕкренех киремет пулнă. Вăл киремет таврари киреметсенчен чăн асли пулнă. Вăл киремете чăвашсем Шĕнер киремечĕ теççĕ. Ăна турă ывăлĕ тесе хисепленĕ. Микка çав киремет енелле тинкерсе пăхса тăнă. Малтан киремет пурăннă хыр кутĕнчен уйăх çавраки пек çутă çичĕ хут йăлтлатса тухрĕ, тет. Унтан пĕтĕм вăрман çуна пуçларĕ, тет. Вăрмантан хура тумтирлĕ çынсем тухрĕç, тет. Кӳммелĕ урапасем курăна пуçларĕç, тет. Ураписем, туртисем, пĕккисем ылттăнтан тунă, тет. Кашни кӳммине ултшар урхамах кӳлнĕ, тет. Урхамахĕсем йăпкăн-хура, тет. Çыннисем тем çинчен хытă сасăпа кăшкăрашса калаçаççĕ, тет. Киремечĕ пӳртĕнчен чаплă улпут пек тухрĕ, тет. Ун патне икĕ çын пĕр кӳммелĕ урапа çавăртса пычĕç, тет. Хай шавлакан çынсем, киремете курсан, шăп пулчĕç, тет те, хыпаланса урапасем çине ларма пуçларĕç, тет. Вара киремечĕ: „Каяпăр ку çĕртен!“ тесе хыта сасăпа каларĕ, тет. Çĕр чĕтресе кайрĕ, тет. Пĕтĕм вăрмана шотăртаттарса çĕмĕрсе, вут-хĕм каларса мал енелле тухса кайрĕç, тет. Киреметĕн пĕр тарçи урапа çине ларма ĕлкĕреймесĕр çавăнтах тăрса юлчĕ, тет. Паянхи кунчченех çав Шĕнер киремечĕ пурăннă вырăнта унăн тарçи хуралçă пек анчах пурăнать, теççĕ ваттисем.

ни

(н'и), частица соответствующая русск. ни. М. Васильев № З, 32. Мĕн сăлтавпа кĕтĕн эс, мĕскер полчĕ-ха онта? Ни çын килни илтĕнмес, ни куçармаç ман çорта. Чăв. й. пур. Халĕ ĕнтĕ çĕнĕ çĕрте ни çурт тăвайман, ни укçи пĕтнĕ. Ib. Иван вара ни салтака каяйман, укçине ахалех пĕтернĕ. N. Кунта пирĕн ни кунĕ кунĕ, ни çĕрĕ çĕрĕ? N. Вĕсем ни çурăлаймаççĕ, çурăлнисем те тăкăнса пĕтеççĕ. Яргуньк. Тилĕ тус калат, тет: кунта пирĕн пата ни хут килмест, тесе каларĕ, тет. Пазух. Ни юртти çук, чуппи çук. Прахăр хварăр çырмана. Чуратч. Ц. Ни кăçкăрма сасси пĕтет, ни сиккеленмелле мар. Орл. II, 249. Ни ати мар, ни апи мар, пуççапмасăр кĕримăп. (Авăн вăчахĕ). Чураль-к. † Çакă яла килтĕм те, ни сар хĕр çук, сар хĕр çук, хура хĕр куçран каймарĕ. ЧС. Иккĕш те, усĕрĕскерсем, ни чарăна пĕлмерĕç, тет, ни туха пĕлмерĕç, тет, тӳрех шыва шатăртаттарса кĕрсе кайрĕç, тет. N. Ĕнер хытă ĕçнĕ те, паян ни этем, ни этем мар çӳрен («ходишь сам не свой»).

нумай пулмас

недавно. N. Çĕнĕ Шуршу тесе, ăна нумай пулмас куçнăран каланă.

нухрат

нохрат, ряд мелкой монеты круглой или овальной формы из серебра или олова. Употребляли чуваши в прежнее время для украшения, а также бросали киремети и йирих'у в жертву для умилостивления. СЧЧ. Тата нухратсем шăратса, пуртă çине ярса çап-çутă шăтăклă-шăтăклă япаласем пулса лараççĕ. Вăсене вара çиппе витĕрсе хăйă çине çакрĕçĕ. Йĕрĕхе чӳкленĕ чӳхне яланах çавăн пеккисене тăваççĕ (молились по случаю болезни ребенка)... Пашалуне, юсмансене, тата нухратсене те сĕтел çинех хучĕç (во время того же моленья). Альш. Çĕнĕ-çынни çĕкличчен, çав кĕвенти çине нухрат хурат. Вăл нухратне хĕрсемми илет хăйне. Сред. Юм. Нохрат пик çиç тесе, пит çӳхе япалана калаççĕ. Собр. † Инкем çинче пурăнтăм хутаç тĕпĕнчи нухрат пек. (Хĕр йĕрри). Вил-йăли. Сурпан çинчен (хĕр пулсан пуçĕ çине тӳрех) туттăр çыхаççĕ, туттăрĕ çине, çамки тĕлне, виçĕ кĕмĕл укçа çĕлесе хураççĕ, укçа çуккисем виç нухрат çĕлеççĕ. N. Вара ун хыçăн (после этого) кил хуçи ăçта ассăннă (в местах пребывания помянутых на молении богов по случаю болезни), унта нухратсам пăрахса çӳренĕ. Альш. Арçынсен кĕпи умне тата нухрат çĕлесе янă (прежде). Ib. Çав хăмаçĕ (лоскут кумача) çумне пĕрер (один, или два, или три) нухрат пек нухрат çĕле-çĕле янăччĕ (было пришито у них). Ib. † Çӳçĕмсене вырăсла кастартăм, пĕрчисерен нухрат яртартăм. К.-Кушки. † Вуникĕ ярапа вĕçсене эп яртартăм вуникĕ чăн нухрат. Алших. † Нухратма хăлхана ярас мар, нухратма сая ярас мар. Магн. М. 71. Мелим хуçа, çырлах мана! Аша каçар! Киве кĕмĕллĕ нохрат парне парам. Ib. 217. Ай пиччеçĕм, йинкеçĕм, эсĕр мана курас çук, манăн пуçри нухратăм Атăл тĕпне сарăлтăр. Чутеево. Нухрат, общее назв. серебряной и жестяной монеты для украшения. Чăн нухрат, серебро. Ахаль нухрат — жестянка. Янш.-Норв. 1) Хĕç-тимĕр нухрат, повидимому, из сплющенного железа; 2) çапса тунă нухрат, настоящая серебряная монетка (старинная, продолговатая). Сред.Юм. Нôхрат, старинные серебрянные монеты ценою в 1 коп.; çĕн нôхрат — шуçран тунă нôхрата калаççĕ.

нĕсĕлкке

мягкий, нежный? Хурамал. Пушăтран явнă çĕнĕ пăяв, йĕпе пулсан, нĕсĕлкке пулать (= çемçе). СТИК. Нĕсĕлкке — çĕмçе, чипер, аван тавар (в смысле материала).

папка

почка (у деревьев), росток, бутон. N. Юр ирĕлсе пĕтсен, йывăç папкисем, кăчăкисем тула пуçласан, эпĕ аттепе вăрмана каятăп та, йывăçсем кăларма тытăнатăп. Чертаг. Папка, почка, из которой выходят листья (у лиственных деревьев, или иглы у хвойных). Календ. 1906. Йывăç çĕнĕ папкасем, туратсем, çулçăсем кăларать. СПВВ. МС. Йăмран папкисем тухнă (çĕнĕрен лартнă йăмран хуппи айĕнчен кăкă пекки (на подобие корешка) мăкăрăлса тухать, çавна папка теççĕ). Толст. Йăмрисем пурте папка ярса çулçă кăларнă. Эпир çур. çĕршыв 9. Тепре утă уйăхĕнче çамрăк улмаççисене папкапа сыпатпăр. Чертаг. † Вĕрене папка ма ярать? Çулçи сая каясран. Ст. Ганьк. † Шыв хĕрĕнчи пултăрана, шыв сулхăньпе сарăхиччен, курса юлăр папкине. Яргуньк. Ума папки (çеçки), росток картофеля. Хурамал. Пултăран папки тесе, ватă пултăран тĕпĕнчен тухнă çамрăк пултăрана калаççĕ. Ib. Кĕпçе папки (кĕпçе сорать). Ib. † Çул хĕрринчи пултăран папки туха пуçланă, кинçĕм чипер (çавă пур), манки туха пуçланă. (Хĕр туйĕ çинчен калаççĕ). КС. Кикен папки, самое начало.

пар

пара. N. Ун йĕри-тавра вуник пар курка. Пазух. Хура пĕкĕ кăмăлне пер пар шăнкрав çакрăмăр. Юрк. Пар лаша. Яргуньк. Хупаха кӳртсен, хай шутник хупахра икĕ шкальккă ереке, икĕ пар чей илчĕ, тет. N. Пĕр витине кĕнĕ те, пĕр пар çӳрен лаша курнă, тепĕрне кĕнĕ, тепĕр пар кăвак лаша курнă. Якейк. Пар (две) сыснана пасара сотас ярас чыкана. Ib. Хам парпа килтĕм. Пришел пешком. ЧП. Кӳлсен кӳл лашăна парĕпе (парой). Янтик. † Кӳлтĕм тарантас, кӳлтĕм пар ут, çилхисене тураса. Изамб. Т. Миçе пар лекнине шутласан, пурте пĕр çынна, ул вара кустарат. Ib. Унта вара харкам хăй шаккине паллă тăрах пара (мăшăра) килекеннисене пĕрле хурат. БАБ. Те чăн, те суя, мунчара усалсем мунча чулне: кунăн парри пур, кунăн парри çук, тесе сăваççĕ, тет. Темĕскере пĕлтерет анчах, пелместĕп. (Çĕнĕ çул каç, гаданье). Ст. Шаймурз. † Кӳлсен кӳл лашăна паррипе, пар лашана пушă кирлĕ мар.

парка

(парга), ядреный, полный, здоровый. КС. Кăçал хăярсам пит парка шăтаççĕ. Шурăм-п. Кăçал ăвăс кăчки парка. В. Ив. Вăрлăхра çимĕç мĕн чухлĕ нумайрах, тырă çавăн чухлĕ паркарах ӳсет. Чув. пр. о пог. 61. Çĕнĕ уйăх парка пулсан, уйăхĕпех çăмăр пулать (хĕлле ăшă юр пулать). Если молодой месяц полный, весь месяц будет дождь (зимой будет снег). . 443. Хăмла çырли малтанхи парка пулсан, малтан акнă ыраш лайăх пулать. Если раньше поспевшая малина крупна, то раньше посеянная рожь будет хороша. ЧП. Хура-ах вăрман хуххине суйласа татрăмăр паркине (= шултăрине. КС.) Альш. † Хура вăрман хуххине суйларăмăр паркине. N. Урасем пит парка = урасем пит хулăн. Сред. Юм. Ôн ачи пит парка ӳсет-ха (растет плечистым, здоровым). КС. Уммасем кăçал парка ӳсеççĕ. Хурамал. Пирĕн тырă пит парка шăтнă (тĕм-тĕм шăтна, ушкăн-ушкăн шăтнă, лайăх пулнă). Ст. Чек. Парка ӳсет (уçăм), растет тучно, отлично. СПВВ. ИФ. Ку кĕпçе пит парка, теççĕ, Календ. 1904. Шултра пĕрчĕн тымарĕ парка, йышлă пулат, нӳр те нумай туртать, шăтасса, ӳсессе те парка шăтать, парка ӳсет. СПВВ. ФВ. Мăн, хулăм кĕпçене парка теççĕ. Изамб. Т. Кăçал тырă парка шăтăрĕ (= шăтрĕ, взошел роскошно). . Унăн ачи парка ӳсет. СПВВ. ЕХ. Парка = хулăн. Кудемер. Парка лаша, здоровая лошадь. Шибач. Парка çитĕнет сĕлĕ (крупный). . Çӳлти парка полчĕ, аялти каюллă полчĕ. || Выносливый (о лошади)? Хорачка. Парка ут (пĕтсе кайса, хоппи анчах йолса, хытă чопать).

парне

(парнэ, парнэ), дар, подарок. N. Тавлашса чупакан çĕрте чупасса пурте чупаççĕ, анчах парнине пĕри илет. Янтик. † Икĕ аллăмра икĕ кемĕл сулă, улпутсем ытаççĕ парнене. Альш. † Икĕех аллăмра икĕ сулă, ыйтаççĕ улпутсем парнене. N. † Аллăм кăна тулли кĕмĕл сулă, улпутсем ытаççĕ парнене (в подарок). Кан. Алăра пурçăн тутăрсем, хулпуççи урлă парне пирĕсем (у рекрута). В. С. Разум. КЧП. † Сарă вăрăм ачана каймашкăн парне нумай кирлĕ. Регули 1535. Ыран эреке исе парам, она парне. N. Парнесем илсен, ĕçсе ӳсĕрĕлсе киле таврăнаççĕ. Шарбаш. Ашшĕсем пуянах та мартан парне çине нумай хумарĕç. Юрк. Ăçта лаша илме укçа кирлĕ пулат, ăçта ĕне илме, ăçта, парнене, пăру-тиха илме. Ск. и пред. 70. Михетерĕн килĕнче парне валли çĕлеççĕ. Н. Лебеж. † Çуллен туя кайăпăр, çуллен парне çакăпăр. Изамб. Т. Мĕн-мĕн выльăхран парассине, тата миçе парне парассине калаçса пĕтерсен, хулăм миçе тенкĕ парасси çинчен калаçаççĕ. Содр. † Пуса парни парсассăн, пусма çине сарса хăварăпăр; кантăр парни парсассăн, карлăк çине çакса хăварăпăр, йĕтĕн парни пулсассăн, ик хул çине çакса кайăпăр. Магн. М. 53. Парне, подарок из куска холста. || Жертва. N. Унта ĕлĕк чăвашсем киремете парне кӳнĕ. Альш. Çĕнĕ пӳртĕн тĕтĕмне пĕлĕт илет парнене. || Добыча. Чер-чун яп. й.-к. пур. 15. Аллине лекнĕ парнене. Ib. 29. Рыçпа арăслан хăйсемпе пĕр тĕслĕскерсем, пач сисмен хушăра парне çине пăрахăнса, ăна пĕтерсе хураççĕ.

парне кĕпи

рубаха, дареная молодухой. Юрк. Парне (кĕпи) тăхăнаканнисем çĕнĕ-çыннине выльăхсем параççĕ.

пыр-çыххи

завязка у ворота рубахи (иначе называют тӳмме). А. Турх. Батыр. Вилнĕ çын пытарса таврăнакансене тĕл пулсан, мана вилĕм ан тивтĕр тесе, пыр çыххие туртса татаççĕ. Собр. Çĕнĕ кĕрĕкĕм пыр-çыххине хутăм вутла çунан тарайран (из шелка). N. Пыр-çыххи — кепе çухине çыхмалли çип. Изамб. Т. Кĕпен пыр-çыххи пулат. Ерк. Туйсăр кĕпи тĕрĕллĕ, пыр-çыххисем туртăннă.

пыр

итти, ходить. С. Тим. † Пыраттăм, пыраттăм çулпала, вуникĕ кашкăр тĕл пултăм. Чăв. й. пур. Прухха та ун патне пыма пăрахнă вара (ходить перестал к нему). Абыз. Ай ман хыçран такам пырать. СТИК. Çулпа 20 салтак пырат (но: çулпа салтаксем çирĕмĕн пыраççĕ; еще: пӳртрен виçĕ ача сиксе тухрĕç те, сиккелесе выля пуçларĕç). Якейк. Эс пырсан, эп каймалла та, эс пырасса пĕлместĕп. Я поехал бы, но не знаю, согласен ли ты на это. Кан. Пыр та çыпăç ун патне! т. е. он теперь важное лицо. N. Манăн та пырас-и? И мне итти с вами? — Ан пыр (или: пымасан та юрĕ). Юрк. Пырах та, пыр, пырах та, пыр, тенĕрен улпучĕ те: юрĕ, юрĕ, пырăп, пырăп, тет (улпучĕ, пит варлă чĕннĕрен). Ib. Миçе кун пыннине (ехали до города, где сейчас идет беседа), епле çитнине каласа кăтартаççĕ. Ib. Пĕрин аллинче нимĕч чĕлхипе (нимечле. Орау.) çырнă кĕнеке. Пырсан-пырсан, иккĕш те çав кĕнекене вуласа пăхсан, тĕлĕнсе калаçса пыра пуçлаççĕ. Орау. Кĕперпе пынă чухне. Когда я шел (сюда или туда) по мосту. Ib. Тинĕс хĕрринчи ялсене карапсемпе пырса тупăсемпе пере-пере кайнă (или: пыра-пыра персе кайнă). Ib. Пырсан-пырсан, малта таçта хăй çути курна-курна каять. Сёт-к. Самай кĕтӳвĕ тохса кайнă чохне хамăр ĕнесене пырса ертсе ятăм. Ст. Чек. Кăмака умнелле те пыра пуçларĕ (стала стряпать). Т. VII. Çук, çук пымастăп (с тобою). Ib. Ик çын вăрманта пыраççĕ, тет: пĕри кайра, тепри малта, тет. ППТ. Айтăр, эсир пыратра? эпир каятпăр. N. Пырсан-пырсан, пĕр шыв хĕррине çитрĕ, тет (в другом месте: кайсан-кайсан, пĕр шыв хĕррине çитрĕ, тет). Сред. Юм. Пырса та ан шăршлан. И не подходи, все равно не получишь. Регули 1429. Пымассеренех вăл мана паратчĕ. Ib. 309. Эп пыраттăмччĕ те, ерĕçмерĕм. Ib. 137. Вăл пынине пĕлес çок эс. Ib. 84. Вăл пырасса пĕлес çок. Ib. 344. Эп корса, эс пыриччен тытса. Ib. 322. Эп пырсаттăмччĕ он чох, сирĕн никам та, килте çокчĕ. Ib. 593. Пыракан (пырса) онта çынсам темче хут. Ib. 399. Эп онта пырса паян. Абаш. Лаша пит аван пырать. Орау. Лаша тĕпре пит лайăх пырать (идет). Юрк. Пыр — ступай. Ib. Мана çырса ларакан çын кирлĕ, çывăрса ларакан çын кирлĕ мар. Пыр, ман патăмран тух та кай, тет. Хурамал. Пырсан-пырсан, вăл пĕр хулана пырса кĕнĕ. Ib. Пĕри калат: пыр, эсĕ кĕр хĕр илме. N. Пыр-ха çавăнта хăвăртрах, чуп = кай-ха çавăнта хăвăртрах, чуп. Чăв. й. пур. 14. Эсĕ пыр, таврăн киле. Альш. Пыр-ха, ман сумккана исе кил-ха, тет. N. Эсĕ ман патма пыратна? Ты идешь ко мне? (Спросит человек, идущий к себе домой, знакомого, если предполагает, что тот идет к нему. Если повышение голоса не на послелоге, то это значит: «ты придешь ко мне?»). N. Нимĕçсем пирĕн çине çĕрле пычĕç (подошли к нам). N. Ну, тарçăм, виçĕ апатна та эсĕ пĕр тапхăр çирĕн, пыр ĕнтĕ, тула тухса, хытăрах ĕçле, тесе каларĕ, тет. N. Эпир унта ялпа (не ялĕпе) пытамăр. N. Пынă çемĕн пырас килет. N. Пырах сӳреççĕ. Юрк. 18. Пыр халĕ, лешне пĕр савăт илсе кил, кĕрешес уммĕн пăртак ĕçсе пăхам! (эрех илме хушат). Ib. Ку улпучĕ нумай та шухăшласа туса тăмаст: пуçа çăмăл пулат пулсан, пыр халĕ, пĕрер савăтне кӳрсе пар, тет. Кан. Ăна алăран алла çӳретеççĕ, пыни пĕр эрне çитес умĕн, вăл «Капкăн» мунчалах пулса каять вара. N. Тĕтĕм сан çинелле пырать-çке. || Поступать (о деньгах). N. Унтан ку çын патне кашни кун темĕн чухлĕ укçа пыма пуçларĕ, тет. (Из сказки). N. Çырма та ал пымас ман халĕ топă сассипе. || Находиться в том или ином возрасте. Юрк. Асли, ывăл ачам, чупса çӳрекен пулчĕ, 2 çулта та 4 уйăхра пырат. || Годиться. N. Сӳрене тиха пырат. КС. Суха-пуç пымаст (плохо пашет). N. Пыман суха-пуç пек. Беседа. Навус хырма тытăнать, кĕреçи хырнă çĕре пымасть. || Итти замуж. N. Эсĕ мана ху юратса тухса пытăн. Лашм. † Хамăр ялăн ачисем сар ача, ан авланăр — хамăр пырăпăр. ЧП. Хĕр пырать те, хăй илмес. N. Хĕрсем пымĕç (за меня). Пазух. Ют ял ачи куç хĕсет, мана пырать, тет, пулĕ; пымăп çавă эп сана, манăн савни ялта пур. ТХКА. 87. Наçтаç аки пур, суя ятне илтес çукчĕ, пырап тени хупларĕ. || Лезть. К.-Кушки. Кушак çурисем амăш патне пĕр-пĕринчен ăмăртмалла пыраççĕ. Котята наперерыв лезут к матери. Орау. Выльăхсем епле те пулсан шыв хĕрнеллех пырасшăн. Скотина лезет к воде. || Сопровождать. Бес. чув. 10. Хăш чух тата çынсен мулла хыççăн «эллах – эк-пер, эллах — эк-пер», тесе пынă сасă илтĕнкеленĕ.|| Размножаться; водиться. Орау. Хурăн хуллипе выльăха çаптарма хушмаççĕ; выльăх пымаçть, тиççĕ. Выльăх пыманни (ĕрчеменни) кил вырăнĕнчен те килет, тиççĕ. Ib. Вăсен выльăх пымаçть. Альш. Кил-çурта чавка илешсен, выльăх чĕрлĕх пырать, теççĕ. ЧС. Аттепе пĕр тăван пиче уйăрăлнăранпа пирĕн лаша пыми пулчĕ (не стали водиться лошади, падали). || Существовать, длиться, продолжаться. N. Вĕсен тĕрлĕ кирлĕ мар йăлисем халичченех пыраççĕ. ЧС. Çын çилли çакăнсан, тепĕр тавлăксăр каймасть, хăш-хăш чух виçĕ тавлăка та пырать, теççĕ. Кан. Çунасси вăтамран 80 минута пырать. Вопр. Смоленск. Уçă, çăмăл, нӳрлĕ çил вĕрсессĕн, йĕпе вăрăма пырать. Чума. Хăсса чарăнсанах, çын çăмăланнă пек пулать, анчах нумая пымасть. || Баран. 40. Хуппи (деревьев) мăкланса каять, вĕсем çинче курăк ӳсе пуçлать, çапах та йывăç кĕлетки нумайччен пырать. N. Халь пурнăç пырать. || Доставать, хватать. Изамб. Т. Пĕрре илсен, ун темиçе çула пырат. N. Çирĕп тусан, нумая пырать (надолго хватит). N. † Çаккăнта ĕçни-çини атте-анне çуртне пыминччĕ, çамрăк пуçа хĕсӳ килминччĕ. Ib. Ку укçа нуммая пымас (çитмес). N. Паян тытни (рыба) пырсан пĕр çур çула пырĕ, малашне мĕн тăвăпăр? Т. IV. Эрне кун çĕнĕ çăпата сырсан, çăпата пĕр эрнене анчах пырат, теççĕ. || Стоить, значить. N. Ах, ырă çыннăм, эсĕ апла калатăн, пирĕншен пыр иртни те тем пыратьçке. Кан. Ларса юлни пырах та пырать те, тульккĕш вăл чăвашсемпе калаçма пĕлмест... || Употребляется в качестве вспомогательного глагола. Ой-к. Сенре (= сентере) тăрăнчен шуçса пынă чух (при передвижении) алла темĕскер перĕнчĕ те, тӳнчĕ карĕ. СТИК. Тарса пынă чухне ярса илчĕç. Ib. Чупса пынă чух такăнтăм ӳкрĕм. Ib. Тарса пынă çĕртен тытнă (указывается на то, при каких именно обстоятельствах пойман). Ib. Тарса пынă çĕрте çăкăнса (= тирĕнсе, тăрăнса) аннă. Ib. Чупса пынă чухне такăнтăм та, лач! ӳкрĕм. Бес. чув. 5. Ăна пурăнăç хăех вĕрентнĕ; мĕн тăвассине, мĕнле пурăнассине пурнăç хăех кăтартса пынă. Изамб. Т. Ул хăй хытă килет, хăнчен вут тăкăнса пырат (огненное явление). Альш. † Эпир кайса пыратпăр, курса юлăр куç тулли. Н. Якушк. † Сирĕн савнă тăванăр кайса пырат, пит инçе кайиччен курса юлăр. Букв. 1908. Шывĕ тăп-тăрă пулнă. Хурсен урисем курăнса пынă. 1904. Çапла чупса пынă çемĕн эпĕ хам умра мĕн пуррине курман та, шыв лупашкине лап! кĕтĕм ӳкрĕм. Регули 9. Вире (в гору, в знач. возраста) пырать, ватăла пырать. N. Вилнĕ çынна пытарсан, пӳрт урайне, сакăсене алăк патĕнчен пуçласа тĕпелелле çуса пыраççĕ. Кожар. Эпир вăрласа кайман ăна, пирĕн пичей вăрласа пынă (украл) ăна, калама килтĕмĕр, тенĕ. N. Ун та вăл териех сарлака юхмас (вода), навуспалан пĕвелесе пынă ике енчен те (запружено). N. Шыв тумламне яка çĕрте пӳрнепе ăçталла илсе пыран, çавăнта пырать. О земл. Çав майпах çĕр ĕçĕ те ăстаран ăстана кайса пырать (все улучшается). N. Акă çуркунне сывăхарса пырать (приближается). N. Вĕсем тухни виçе уйăх иртсе пынă, анчах ниăçта та пĕр çĕр татăкĕ те çук. Пазух. Эпирех те кунтан кайса пырсан, шăпăртатса юхĕç куççульсем. Ир. Сывл. 26. Ытарма май çук кунсем таçта юлса пыраççĕ. Ib. Пĕчĕкçеççĕ кимĕсем... юлса пыраç пирĕнтен. Юрк. † Каяс вăхăтăм çитсе пырать (приближается). Ib. † Урампа маюр иртсе пырат (проходит), çта пырассине пĕлмес. N. Кайран, пурна-киле, çав Çумак шурĕнчи çĕр типсе пынă (высыхало). Торган. Рамри юр кайсах пырать (снег сходит), шывĕ те вăйлăланса пырать. Орау. Ачасем ӳссе пынă çемĕнĕн пурнăç каялла каять. (Напис. в 1907 г.). Б. Олг. Эс ман патра порăн, ойăхне виç тенкĕ тӳлесе пырăп; ман патра ан (= авăн) çапса порăн, ан пĕтериччен, виç тенкĕ хоратăп сана хак. Хурамал. Вăл салтак мĕн пур тупнă укçине ялан ĕçсе пĕтерсе пынă, тет. ЧС. Хай пирĕн тете кунсерен йывăрланса пычĕ... (все более и более расхварывался).

пытарттар

понуд. ф. от гл. пытар. Кан. Ухтарма килсен те, эрехе çын чуптарсах пытарттарать. || Юрк. Вилекеннисене масар çине çĕнĕ йăлапа пытарттарнă.

пилешелле

(-жэ-), назв. игры. Николаев. пилешелле. Вылякансем ик ушкăна уйăрăлаççĕ, пĕр ушкăнĕ çулăн пĕр енне каять, тепри — тепĕр енне. Çулăн пĕр енне калакан вырăн таваççĕ. Çав вырăнта тăракан ушкăнтан кама тытмаллине канашласа хурать. Унтан тытмала ача ятне калаççĕ те, хăвалама тытăнаççĕ. Леш ача çул урлă чупса каçма тăрăшать. Çул урлă каçиччен тытсан, тытакан ушкăнĕпе пулать, тытаймасан, ĕлĕкхи ушкăнĕпех. Каланă ушкăнĕ тепĕр енне каçать. Калакан вырăна тепĕр ушкăнĕ килсе пĕр ачана каласа хăвалать. Пĕрре каланă чухне иккĕ çынна тытма юрамасть: иккĕ çынна хăваласан та, иккĕшĕ те ĕлĕкхи ушкăнĕ патне каять. Халь тытнă ачана «çĕнĕ каяк» теççĕ. Ăна та пĕр вăйă иртмесĕр тытмаççĕ. Вăйă хăвалама пĕр çын юличченех çак йĕркепе пырать. Пĕр çын юлсан, ăна виççĕ хутчен каласа хăвалаттараççĕ. Никама та тытаймасан, ачисем хăлхинчен кăшкăраççĕ.

пилĕк

(пил'эк'), поясница, талия. N. Вăсам мана пилĕк таран çĕре авăтса кӳртсе лартрĕç. N. Унтан тĕпĕр кунне виççĕмĕш ывăлĕ каять, тет, вăл вара пилĕк таран çитерет, тет (где трава по пояс). Юрк. † Аллисенче перчетке, пилĕк çумĕнче нухайкка. Ib. † Пилĕк тытса ташланă чух, икĕ каччă курĕç-ши? Икĕ каччă курсассăн, кăчăк туртса илĕç-ши? и пр. Ib. Пилĕк таран пĕшкĕнсе тăраççĕ. N. Пур çĕрте те пилĕкне тăсмасăр, кунĕн-çĕрĕн ĕçлет. Сред. Юм. Тыр вырнă чохне, апат çисен, пилĕк тăсас тесе, пăртак выртса çывраççĕ. Шорк. Пилĕк чăсас, отдохнуть и закусить (во время жатвы к вечеру). Б. Яныши. Эпĕ йăпăр-япăр чупса кайрăм та, пилĕк таран çĕртен чупса пуртăм. Сёт-к. Хăрах аллине пилĕке тытнă, хăрах тотине чăснă, çăварне карнă (молочник). Якейк. Ачасам, пилĕк кантарма лармала та поль! (Каçхи апат çима ларнă чох мăн çынсенчен пĕри калать). Ib. Ах, пилĕк касать-çке! (Боль до родов у женщин). . Арăмсен ача тăвас умĕн пилĕк каса пуçлать. Ib. Арçынсен пилĕк ыратсан, кулса: сан пилĕк касать-и мĕн, теççĕ. Ib. Пилĕкне чĕн-пыççи çыхса пыр (опояшься). N. Пилĕк тытни, схватки у беременных. N. Пилĕк тытать, пилĕк касать (кас касать, тăтăш касмас). Пазух. Кăçал илнĕ çĕнĕ-çын, тырă вырма тăрсассăн: çурла касмасть, теминччĕ, пилĕке тытса тăминчĕ. N. † Хамăр ялин ачисем хут çыракан тиек пек, пилĕке тытса çӳреççĕ (подбоченившись). Альш. Пилĕкĕсене тытса тăрать, стоит фертом. Ib. Пилĕк тытат (потуги у женщин). Тайба-Т. Пире çырнă çын хĕрĕ пилĕк çинçе, куç хура. ЧП. Пилĕкĕ çинçе пултăр, тет. Ib. Çинçе те пилĕкçĕм... Альш. Йинкĕшĕ калат: пилĕкĕм питĕ, питĕм шурă, шывран тăрă., çипрен çинçе; питме намăс кӳрес çук. Ачач 5. Пилĕкне унне хытăран та хытă касма тапратать. Н. Лебеж. † Пилĕк килĕ Çирĕклĕ, пилĕкĕсене тытса юлчĕç. С. Тим. † Пилĕк тытса ташлама çут пиçиххи кирлĕччĕ. N. Пилĕк таран тайăлса йăлăнни. Собр. Туман тиха пилĕкне ан хуç, теççĕ. N. Туман тиханăн пилĕкне ан хуç, теççĕ. N. Хăшĕ пилĕк çумне хĕстереççĕ, хăшĕ хулпуççи урлă çакаççĕ. БАБ. Пилĕкне хытă çых, ăсна хытă тыт. (Ку сăмаха хĕрсене калаççĕ). Альш. Пилĕке арçынсем пысăклăх (пиçиххи, кушак) çыхаççĕ. Урож. год. Пилĕкне хытă çыхать, ăсне тирпейлĕ тытать. Калашн. 8. Ак хаяр çилĕлĕ патшана çапла пилĕкрен пуççапса Кирипей калать. N. Пилĕкрен тарăн юр çинчен кайрăмăр. || Каша. † Купăсăр çийĕ сарă иккен, пилĕкĕ тĕлĕ хура иккен. || Перешеек. Орау. Атăл çинче ик утă (остров) пĕр-пĕринпе пĕр шурлă çинче пилĕкпе пĕрлешсе тăраççĕ (оба острова соединены узким болотистым перешейком). || Участок земли. Мункачи 42.

пиллĕк

пилĕк (пил'л'э̆к), (эта форма ставится только в качестве определения) пять. N. Пилĕк çулта пиллĕк кĕтĕве кĕмен. N. Пиллĕкрен виçсĕмĕр анчах тăрса юлтăмăр. (Так говорится во многих местах). N. Çак сăмахсене илтсессĕн, эпĕ пит тăрăшма пуçларăм, вĕреннĕ чухне пиллĕкрен кая пулман. Изамб. Т. Пиллĕкех пăт кирлĕ. Регули 404. Çак пилĕк кона вăл ялан вăрманта çӳресе (порăнса). Календ. 1904. Кирек хăш ĕне те икĕ пăруран пуçласа пилĕк пăру амăшĕ пуличчен аван парать, унтан вара чакарать. Сред. Юм. Пилĕк сехетелле, пилĕк сехет таврашнелле (тĕлнелле), около пяти часов. Букв. 1904. Çĕнĕ пӳрт алăкне уçса ярсанах, пилĕк çухрăмри ту çинчи ял курăнатчĕ. Анне пирĕн: епле пурăнăпăр-ши, пĕр шалçасăр тухрăмăр, тесе йĕретчĕ. N. Пилĕк пус, пять копеек, пятак. N. Авăн пилĕк çапатпĕр.

пичĕке

(пиц'э̆гэ), бочка. Букв. Пĕр пичĕкенĕн хĕрĕх кăшăл. (Купăста пуçĕ). Ск. и пред. 70. Унăн выльăх чĕрлĕхсем пичĕке пек çӳреççе. Череп. Пичĕке çăварĕ (закрывается пичĕке пăкки). N. Пичĕке пуçланă чухнехи кĕлĕ. «Е пĕсмĕлле, тур çырлах! Çӳлти турă, сана асăнатпăр, витĕнетпĕр. Çĕнĕ тырăпа сана асăнса пичĕке чӳклетпĕр. Йӳçсе тутлă калаçма пар. Шерпет сана, юççи пире. Акнă тырра-пулла пĕр пĕрчĕ акса пин пĕрчĕ илме пар. Çичĕ тĕслĕ тырра-пулла çичĕ кĕлет тытма пар. Авăртсан, çăнăх-кĕрпе перекетне пар. Виç пайĕнчен пĕр пайне ĕçмешкĕн, çимешкĕн, çынна памашкăн пар. Амин, çырлах! Виçĕ тĕслĕ выльăх-чĕрлĕхе виçĕ карта тытма пар. Пĕр вĕç шывра, тепĕр вĕç картара пултăр. Улт уралă хурт пур: пĕр вĕç вĕллере, тепĕр вĕç чечекре пултăр. Амин, çырлах! Килĕшпе, ача-пчапа сана асăнса витĕнетпĕр". Турра сăхсăхса пуççапаççĕ те, тата çĕнĕрен савăш курки пуçлаççĕ. Савăш курки пуçланă чух пĕри пурне те тăрса çак сăмахсене каласа сăра ĕçтерет. «Ар-ывăлсем! хуçа калать: çĕнĕ тырăпа, турра асăнса, пичĕке чӳклерĕм, тет. Сире тиври? тивмери? Тивмен пулсан, ун çинчен савăш курки пуçлас, тет. Эсир ăна кĕрĕшетри? кĕрĕшместри? Кĕрĕшетĕр пусан, ура çине тăрăр турра кĕл тума. Хурăн-сурăн кассисем! Тĕрлĕ минтер çинчисем! Эсир ар-çынсем, ака патне кайсан, апата пынă чухне, кĕпĕр хура пусан та, йĕмĕр шурă пултăр. Ар-ывăлсем, ура çине тăрăр! Хурăн-сурăн кассисем, ура çине тăрăр турра кĕлтума!» Вара вăсем пурте сăхсăхса пуççапаççĕ те, каллех тапратса калать. «Е пĕсмĕлле, тур çырлах! Çĕнĕ тырăпа пичĕке чӳклерĕмĕр. Ун çинчен сана асăнса, витĕнсе, савăш курки пуçлас тетпĕр». Вара каллех сăхсăхса пуççапаççĕ: çулти турă тесе, кĕлтăва пуçлаççĕ. Кĕлтуса пĕтерсен, турра тав туса сăхсăхаççĕ те, пĕри тăрса сăмах калать. «Савăш курки савса ĕçмелле, турă та патша курки. Çӳлте турă, — çут çанталăк унăн. Çĕрте çĕр-йыш — çĕршыв унăн. Çĕрте патша — хура халăх унăн. Ут туртайми салат, ар çĕклейми хăмла янă, ача çĕклейми çăкăр. Ăна та калах пĕлмесен, çиччĕ те пиллĕк ĕçмелле. Кала пĕлекенĕ пĕрре ĕçмелле. Путене пулас та, ыраш ани çинче çӳрес. Кала пĕлменни карăш пулас та, хăмăш тĕпĕнчен çӳремелле. Кала пĕлекенĕ савнă арăмĕпе юнашар выртмалла; кала пĕлменни арăмĕнчен ури вĕçне кайса пуçа хыçса выртмалла. Урипе тапас, ури çитес çук». Ĕçтерсе çаврăнать те, тата ыйтать. «Ар-ывăлсем! Хурăн-сурăн кассисем! Тĕрлĕ минтер çинчисем! Хуçа калать: çĕнĕ тырăпа пичĕке чӳклерĕмĕр, тет. Ун çинчен ятлă курка пуçласа ятăмăр, тет. Сире тиври? тивмери? Тивнĕ пусан, ура çине тăрăр; тивмен пусан, кунта килĕр». Тата ура çине тăраççĕ те, турра сăхсăхса пĕтернĕ çинчен пуççапаççĕ.

пули-пулми

какой попало, зряшный. О сохр. здор. Унăн навусне те пули-пулми çĕре пăрахас пулмасть. Изванк. Çак пăтта пули-пулми çĕрте чӳклемеççĕ. Собр. Пули-пулми çынпа (с первым попавшимся) ан çыхлан, теççĕ. Альш. † Пирĕн аттепелен анненĕн ячĕ аслă: пули-пулми çынсем кĕреймест. Полтава 2. Вăл утăсем патне пули-пулми çынна пырса çӳреме пит хĕн. НАК. Çавăнпа чăвашсем пӳрт туртнă çĕре пули-пулми çынпа ача-пăчасене ярсах каймаççĕ. (Пӳрт туртни тесе çĕнĕ пӳрт тунă чухне мăк çине лартнине калаççĕ. Янбулат. † Поли-полми хĕрĕсем, çона çомне ан çыпçăр, çона сăрне яратăр (сотрёте краску). N. Пули-пулми çынна ху çуртна ан кӳрт. Орау. Ăна пули-пулми (п̚улми) апат çима хушман. Ему не велено есть без разбора (велено соблюдать диету). О сохр. здор. Пули-пулми апат çисе варвиттине ерет. || Незначительный, пустяшный, зряшный. Вино-яд. Ӳсĕр çын пули-пулми çăмăл чирпех те вилет. Бур. Пули-пулми сăмаха эпĕ илтмесен кам илтес! || Дрянной. N. Пули-пулми таваршăн укçа суса ан тухăр. || Чепуха, пустяк, ерунда. СПВВ. Пул; пули-пулми ан калаç.

пулса тăр

сделаться, становиться, образоваться, являться. N. Чул муклашкинчен ĕлĕххин пекех Иван пулса тăчĕ (из камня снова стал Иван), тет. Якейк. Çавăнтах куккуран ача полса тăрать (сделался). Альш. Каллах ял ялах, чăваш чăвашах, кил-йышĕ кил йышех пулса тăрат. Ал. цв. 7. Карташне ярса пуссанах, ури айĕнче шурă мрамăртан сарса тунă çул пулса тăрать. || Оказываться. Кан. Халь кĕсре 4 çула та çитмен пулса тăчĕ, налок та чакать. Çĕнĕ пурн. Çыраканнисем хăйсем юрă (= йурлă, необеспеченные) çынсем пулса тăрса (будучи), пустараймасăр тăраççĕ (книги). || Стать готовым. Букв. 1908. Тепĕр кунне вăсенĕн хут çĕлен пулса та тăнă (был готов). || Попадать. Синерь. † Атăл çинче шур пулă, шур пулă тесе, петĕм те, шур чул тĕлне пулса тăчĕ-çке. | Переодеться (переносно). В. С. Разум. КЧП. Вĕсен ун чух салтак пулса тăмалла-мĕн. 1) Им бы тогда следовало нарядиться солдатами. 2) Они тогда должны были нарядиться солдатами.

арçын-пултăр

деверь моложе мужа, шурин моложе жены. Альш. Çĕнĕ çыннăн арçын-пултăрĕ виçĕ юплă шăрпăк илет, виçĕ юппине те салма тирет.

пус

, пос, давить, придавить, надавливать, нажимать, набивать. Шел. 98. Ирĕксĕр пусса выртма тытăнчĕç. N. Урине урапа пусса карĕ. N. Вăл çĕрĕк патаккине питĕ хытă пусма тапратрĕ. Альш. † Пусса-пусса ан кала (не играй сильно надавливая на лады), пуç ыратать, аттеçĕм; варрăн-варрăн ан кала, вар ыратать, аттеçĕм. Ib. † Пусма кĕпе пит пусать, хăмаç кĕпе пит усать. Ib. Старикки пĕр ывçă тăм илет те, çын кĕлетки туса кăмакана хурат, тет. Куçне тăхлан пусат (вдавливает), тет. Ст. Шаймурз. † Укалчаран тухсассăн, тăм кĕлетке тăвăпăр, куçне тăхлан пусăпăр, пилĕкне пурçин çыхăпăр. Н. Лебеж. Чавка чĕппи илнĕ чух виçсĕмĕре çыран пусрĕ (придавил обрушившийся берег). Чертаг. Хыт пôсса толтарнă. Ib. Пôса-пôса толтарнă (туго). Б. 13. Çĕнĕ кĕрĕк çĕлетрĕм, пусса тăхăна (регулярно, все время) пĕлмерĕм, ахалех çĕтĕлсе пĕтрĕ. Кан. Пусарчăксем çĕр мамăкне пусарах тиеме май параççĕ. N. Пусса хуман, наложено неплотно (вещество). Толст. Чăршă турачĕсем юр пуснипе (под тяжестью снега) усăна-усăна аннă. В. Олг. Ора айне кĕрсе каят, поссарас (= посса ярас) полат (как раз задавишь, котёнка). Сред. Юм. Хӳме ачана пôснă. Забор задавил ребенка. Ib. Хыта полнă-и, тесе, хăмла кипписĕне порне те посса пăхса тохрĕ. Батыр. Пĕр çынна кашни каç вопăр посма поçларĕ, тет. Орау. Урапа кустăрми сысна мăйĕ çинех çитсе пусрĕ. Ib. Çӳлти хутри мачча йăтăнса анса, аялти хутсенчи маччасене те пусса йăтăнтарса антарнă (или: пусса çĕмĕрсе антарнă). Ала 61. † Тăванçăм каяс патне те, ай, çитсессĕн, куçне пусса шăла та пуçларĕ. N. † Шерпетпеле питне çăваççĕ, шур пӳспеле пусса шăлаççĕ. N. † Питне куççулпе çăват, çаннипе пусса шăлать. Карсун. Чипер посса шăл (плотно вытирай). Бугульм. † Куççулĕпе пичĕсеве çăваççĕ, çанни вĕçĕсемпе пусса шăлаççĕ. Юрк. † Шурă акка пачĕ шурă тутăр, вĕри куççӳллисене пусса шăлма. Кан. Ăна (кулача) вăл вара ларса çимест, пур те курччăр тесе, ăрам тăрăх утса урлă пусса çыртса пырать. || Поглаживать (напр. брюшко). ТХКА 121. Шурă мăнтăр аллипе квапи тĕлне тытать те, йăл-йăл кулса савăнса, мăн хырăмне ик алпе вар пуснă пек сĕркелет || Ступать, переступать, наступать. Юрк. Хăваттиртен хаприке виççĕ ярса пуссан çитетен. ССО. Ярса пусмассерен çĕнĕ япала. На каждом шагу новости. N. Эпĕ ăçталла ярса пуснине искерсе (наблюдая) çӳретĕн. Альш. Пурте çывăрса кайсан, ку хĕр тăрат, тет те, çав каччи текенни çине пуссах тухса каят, тет. Алших. Çулçине татса ил те, урупа ун çине пус. N. Пĕрре слон çиленнĕ те, хăй хуçине урипе пуснă. N. Мăн кĕрнӳкерĕ çак такмакне каласа пĕтериччен, ытти туй халăхĕсем пурте мăн-кĕрнӳкер хыçĕнче умлă-хыçлă тăрса, тепĕр ура çине пусса, пуçĕсене пĕшкĕртсе, ташласа тăраççĕ. Сюгал-Яуш. Эпĕ, шыв хĕрне çитсен, нумайччен пусса çурерĕм. Ск. и пред. 103. Пĕр пуçĕнчен хыр каска тӳртне пусса кĕмешкĕн (вместо приступка или ступеньки). || В перен. зн. Никит. Михали пилĕке пуснă. Михаилу пошел пятый год. ТХКА 13. Ман ывăл ача кăçал кĕркунне вунă çул тултарчĕ, вунпĕр çула пусрĕ. Изамб. Т. Ватăлтăм ĕнтĕ, хĕрĕхе пусап та (старухой стала). N. Çавăнтан кайран тăватă кун иртсе пиллĕкĕмĕшне пуссан (на пятый год)... || Приклеивать. N. Прошенисене пусма илекен маркă укçине, тата урах та тӳрех пуçтарман укçана косвенный налог теççĕ. || Прикладывать. Скотолеч. 16. Урнă йытă çыртнă вырăна хăвăртрах тимĕр хĕртсе пусас пулать, е вĕри кĕлпе пусас пулать. N. Вăл (уж) сăхнă вырăна ĕмме те, тимĕр хĕртсе пусма та кирлĕ мар. Ой-к. Вара хай карчăка хĕртнĕ тимĕрпе чĕлхинчен пусрĕ те, çаклатса лартрĕ. || Приложить (ладонь). N. Аллине кăмака çумне пусса илчĕ. Приложил ладонь (лапу) к печке. N. Аллине тӳнĕ пур çине (на толченый мел) пусрĕ те, пĕрене çумне пусрĕ. || Приложить руку, подписаться. N. Ку хут çине алă пуснă. Эта бумага подписана. N. Çак укçана илтĕм, тесе, алă пуснă. || Покрывать. Трахома. Малтанах куç шăрçи çине кăвак йăлхах (пленка) пуса пуслать. N. Тар пусасран хăратăп, боюсь, чтобы не покрыл пот. Альш. † Кĕмĕлех те çĕрĕ пысăк пулмас, унăн куçĕсене тар пусмас Юрк. Вĕсем çине тăпра, тусан пуснă пирки, курăксем ешерсе ӳсеççĕ. N. Мĕскĕн тумтирĕ хутламĕсенче тусан пусни паллă мĕн. Ib. Хуйхăлă чĕрене çу пусмĕ. || Заносить (о снеге), завалить. N. Малтан тухса кайнă чухне пĕр çын çуртне пĕтĕмпе юр пусса кайнине (что завалило) курчĕ, тет. N. Пӳрте юр пусса (хупласа) илнĕ. || Одолевать. Альш. † Кĕркуннехи уçăма турă (гнедой) ут пусĕ малашне. Каша † Ай-хай тăванăмсем-çунатăмсем, çичĕ ют пусрĕ, тесе, ан калăр. Ачач 80. Выртатăн, выртатăн та, хĕвел ăшши пусса çитернĕрен, çавăнтах акă питĕ тутлă... тутлă ăйхăпа çывăрса каятăн. ГТТ. Этемме хĕвел пуснине, уйăх пуснине куратпăр. N. Улăп пусни. С.-Устье. Вара патша ывăлĕ калат: анчах пăхса лараттăмччĕ, ыйхă хытă пусса килчĕ те, çывăрса карăм, тет. Шурăм-п. Тумтире е ӳт-тир çине пыйтă пуссан, инкек пулать. Якейк. Ĕçе-ĕçе кăсене сăра пуса пуçларĕ (стали пьянеть). ГТТ. Килте хура кушак пулсассăн, хура чăхă пулсассăн, тăшман (враг) пусаймас, тет. Зап. ВНО. Анана арăм-ути пуснă (пусса кайнă). N. Пĕтĕм çырмана хăва пусса çĕнтернĕ. Сред. Юм. Мана паçăр ӳсĕр чистиех посса çитнĕччĕ, халь толта çӳрекелерĕм те, пăртак орăлтăм. N. Икĕ çырма хушшине çырла пусса çĕнтернĕ, ай люли; пирĕн ялсен хĕрсене, ай люли, укçа пусса çĕнтернĕ. N. Ун пек чух тирпей кирлĕ, унсăрăн чир чĕр те пусса илме пултарать. N. Карташне (кил-картине) пĕтĕмпе курăк пусса илнĕ. || Обмакнуть. Пшкрт. Юрк. Тиркĕ хĕрринчи пăттине кашăкпа ăсса илсе, çу куçне пусаççĕ, унтан çулă пăттине çăвара хыпса çиеççĕ. N. Посса пар, обмакни (это перо в чернила) и дай мне. || Употреблять насилие. ЧП. Тĕвик-тĕвик текерлĕк, тӳсе çиме юрамасть; ӳснĕ-ӳсмен хĕрсене пусса илме юрамасть. Ib. † Пулнă-пулман урпана пусса вырас ан пулăр. Изамб. Т. † Шав-шав урпа пулмасăрах пусса вырăс мар. || Нашивать. Альш. «Тевет» — умра вуншар, çирĕмшер пуслăх кĕмĕл икĕ ĕрет, тата шăрçа пуснă. Микушк. Ăна хăмачăпа пир çине пусса тăваççĕ. || Удерживать. N. Хыснашăн пусса юлакан укçа (объяснение косвенного налога). || Ставить. Чотай. † Ору айне покан пос, чавсу айне çытар хор; покан посан тийиса сохăр-вĕтрен ан полтăр. (Свад. п.). || Валять (сукно). Изамб. Т. Тĕртнĕ тăлана пусасçĕ. V. S. Çăмран пусса тунă япала. Сред. Юм. Тăла пôсать, чăх пôсать, ура пôсать. Ib. Пôсса çитет поль ĕнтĕ ко тăлана: кĕрессе те нăмай кĕнĕ, тачкаласса та тачкалнă. Пора перестать валять (толочь) сукно, ибо оно достаточно укоротилось и стало толстым. Баран. 162. Хĕрарăмсем... кошмасем пусаççĕ, палассем тĕртеççĕ. || Сидеть на чем, высиживать (о наседке). Тораево. Пĕр çын тĕрне çăмарти тупнă, тет те, ăна пусса ларать, тет. БАБ. Чăхă тавраш, хур-кăвакал тавраш пусма сивĕнсен, каллех пустăр, тесе, татах юман кăмпине тытăнаççĕ. ЧС. Сĕрен ачисем кĕнĕ çĕре, сакă çине кĕççесем, минтерсем сарса хураççĕ. Ăна, чăххи пусма лартăр тесе, сараççĕ. Бюрганский. Кăçал, тен, сан телейпе-и, чăхсем пит ырă пуса-пуса кăларчĕç. N. Пусма ларнă хур. Орау. Хăш-хăш кайăксем (шăнкăрч) пусма ларнă чухне, ами кайсан, ун вырăнне йăварра аçа ларать. Некоторые птицы насиживают гнезда попеременно (самец и самка). Якейк. Пирн виçĕ чăхă посса лараççĕ, темле пăрахтарас, шыва чикес поль. N. Чăх пусма ларнă. Орау. Хурсам пусма лара пуçларĕç (стали садиться), курнать. N. Курак ларать йăвара çăмартине пусса. || Настигать. ЧС. Вăрманта-мĕнте, çăмăр-мĕн пусас пулсан, йăвăç айне ан тăрăр. || Грабить. Пшкрт. Кĕлет ăшне хорак посса токса (подломали). || Крыть, топтать (о птицах). Орау., КС. Алтан чăхха пусать. Б. Олг. Атан чиппе (курицу) посать.

аслă çын

(c̚’ын), magnae auctoritatis, важный человек. Альш. Урамра ват çын пынине курсан, çĕнĕ çын чарăнать те, çав; çын еннелле пăхса, çĕкленĕ шывĕпех виçĕ хутчен çăкăнать. Тутине чĕркенĕ явлăкпа тытать — хуплать. Лешĕ ăна хирĕç чарăнать те: «аслă çын пул», тет.... Хапхаран кĕнĕ чух, унтан тата пӳрте кĕрсен, урай варрине тăрса, виçшер хут çăкăнать. Хуняшшĕпе хунямăшĕ, пӳрт урай варринче çăкăннă чух: аслă çын пул, аслă çын пул, тесе лараççĕ (т. е. желают эй быть видным человеком: ăслă, чаплă, пысăк çын пулма пиллеççĕ. Ст. Чек.). || Gravida, беременная.

Ата

(Ада), nom. loci? название какой-то местности?. Сиктерма. Çĕнĕ тырă йĕркипе сана асăнатăп, Ата (scr. ата) çинчи аслă ырă амăшĕ! По случаю сбора нового хлеба, поминаю тебя, мать главного ырă! Ib. Тата: Ата çинчи ырă ăмăшĕ, тесе, асăнаççĕ. Кроме того, поминают мать ырă, находящегося в местности(?) Ата.

çĕнĕ-атте

(с’э̆н’э̆), vitricus meus, мой отчим. Ст. Чек. Ман çĕнĕ аттерен пĕр шăллăмпа икĕ йăмăкăм пур. От отчима у меня есть один брат и две сестры.

ача

(аζ’а, аџ̌а; Пшкрт, Писмянка ача), infans, parvulus; puer; puella; virguncula; adolescens, adolescentulus, iuvenis, дитя, ребенок; мальчик; девочка; парень, юноша; девушка. Зап. ВНО. Амăшĕ пулсан, ачи пулать. Орау. Йăван арăмĕ ачи хыçĕнчен тасалнă ĕнтĕ. Жена Ивана уже оправилась после (ребенка) родов. Н. Седяк. Ача çуралсан, кăвапине касаççĕ. Ывăл ача пулсан, кăвапине çĕçĕпе е пуртăпа касаççĕ: çĕçĕ пек çивĕчĕ пултăр! теççĕ. Кăвапине пуртă çине хурса, çĕçĕпе касаççĕ, ак çапла каласа: ĕçе хавас пултăр! Икĕ тĕрлĕ калаççĕ. Примеч. Хĕр-арăм çăмăлланаймасан: упăшкине йăвăр, усал сăмах каланă пулĕ, теççĕ. Çавăнпа арăмĕ урлă упăшкине виçĕ хут каçараççĕ. Упăшки: унăн çылăхне каçаратăп, тет. Ача çуралсанах, çăварне çу хыптараççĕ. Ачана тĕне кӳртсен, пăртак пурăнсан, ача чăкăчĕ чӳклеççĕ. Чӳклессине пĕр-пĕр чухне ĕçсе-çисе ларнă чух чӳклеççĕ. Сĕтел çине çăкăр, ун çине пĕтĕм чăкăт хураççĕ. Унтан, ура çине тăрса чӳклесен, çăкăрĕпе чăкăтне вакласа, валеççе параççĕ. — Ĕмĕрлĕ пултăр, кунлă-çуллă, пултăр! теççĕ. Пĕр-пĕр çыннăн ача çуралсан: çĕнĕ кайăк çуралнă, теççĕ. Унтан тата ыйтаççĕ: ылттăн-и, кĕмĕл-и? теççĕ. Ылттăн — ывăл ача, кĕмĕл — хĕр-ача. Пин тенкĕ, теççĕ, çĕр тенкĕ. Когда родится ребенок, ему обрезывают пупок. Если родился мальчик, то пупок обрезывают ножом или топором, со словами: «Пусть будет остр, как топор». Пупок кладут на топор, разрезывают ножом и говорят: «Пусть будет работящим!» Говорят двояко. Примеч. При трудных родах делают предположение, что жена когда-нибудь сказала мужу что-нибудь оскорбительное и нехорошее. Поэтому заставляют мужа переступить через жену трижды. Муж заявляет, что он прощает своей жене грех. Как только родится ребенок, ему дают в рот немного масла. Немного спустя после крещения, молят ребячий сыр. Этот обряд справляют во время пирушки. Кладут на стол хлеб, а на него непочатой сыр: потом встают, совершают моление, а хлеб и сыр раздают по частям присутствующим. При этом говорят: «Пусть будет долголетен!» Если у кого-нибудь родится ребенок, то говорят: «Родилась новая птичка» (или: зверек). Кроме того, спрашивают: «Золото или серебро?» Золото — мальчик, серебро — девочка. (На это отвечают): «Тысяча рублей» (если родился мальчик и) «сто рублей» (если родплась девочка). Ср. Алг. Ача çуралсан. Пуçламан чăкăт илеççĕ, пуçламан çăкăр, сăра ăсаççĕ. Кĕл-тăваççĕ турра: турă! ху çуратнă чунна лайăх ырлăх-сывлăх пар пурăнма. Алăк уçса, пуççапаççĕ турра. Когда родится ребенок. Берут непочатой сыр и непочатой коровай хлеба, нацедят пива и молятся богу: «Боже! дай счастья и благополучия живому существу, созданному тобою!» Отворяют дверь избы и делают земные поклоны. Собран. 195. Ача çуратсан, ăна, тĕне кӳртсе, уйри тăр-пĕччен ларакан йăвăç патне илсе каяççĕ, унта хăйсем урăх ят хураççĕ; урăх ят хумасан, ача пурăнмасть, теççĕ. Когда родится ребенок, то его окрестят и отнесут к дереву, одиноко стоящему в поле. Там они дают ребенку другое имя, думая, что в противном случае ребенок не будет жить. Ст. Чек. Эпĕ ача çулĕнчен тухнă ĕнтĕ. Я уже вышел (вышла) из детского возраста (гов. когда исполнится 12 лет). Ib. Эс ача мар ĕнтĕ, ача çулĕнчен иртнĕ ĕнтĕ. Ты уже не ребенок, твои детские годы уже прошли. Ib. Ялан ача пулăттăн. Ты все хотел бы быть ребенком. Собр. 71. Ача пăхакан выççа вилмен, йытă пăхакан выççа вилнĕ, теççĕ. Кто ухаживает за ребенком, не умрет с голоду, а кто воспитывает собаку, умрет голодной смертью. Альш. Варвари Пăрăнтăкран Кашана качча кайнă. Ачине тутар арăмĕпе тунă, тет. Варвара вышла замуж из Бурундуков в Елховоозерную. Говорят, что при родах у нее была бабкой-повитухой татарка. N. † Улма пахчи турăм та эп, ача кулли пулчĕ вăл. Я рассадил яблоновый сад, но он достался в добычу детям (т. е. они воровала из него яблоки, ломали деревья и пр.). Ч.С. Эпĕ: халĕ мана никам та чаракан çук, тесе, ар шухăшăмпа шухăшласа ларатăп. Я сижу и думаю своим детским разумом: «Теперь меня некому останавливать» (т. е. удержввать от шалостей и проч.). Шурăм-пуç З. Çĕнĕрен тӳрри пур теççĕ те, çĕнĕрен тӳрри пур, теççĕ. Ай-хай, ача Учун пур та, çав Ивана пăрахаймаçть. Говорят, что имеется новый друг (любовник), а она, Ульяна, не можст бросить того Ивана. N. † Ай-хай ача Татьяна Киштек çулĕпе сиккипе. КС. Вăл ачи унăн кампа пулнă-ши? От кого у нее этот ребенок? Якейк. Валтанхи ар, хырăмра чох, эпĕр, туран куççа, анса лартăмăр. Когда я ходила первым ребенком, мы переселились с верхнего конца деревни на нижний. Шорк. Ачана кипкепе тыт. Держи ребенка в пеленках. КС. Эй, ачупа пĕрле!.. йĕрĕнтермĕш!.. Эх, чтобы тебя с твоим ребенком!.. Надоедник!.. Сред. Юм. Ача ӳкмен, сурчăк ӳкнĕ! Пĕчик ачасĕм ӳке парсан, пысăккисĕм, ачана тăратнă чухне, ача ӳкнĕ çĕре сурса, çапла калаççĕ. Не ребенок упал, а плевок! Когда упадет ребенок, то взрослые, поднимая его, плюют на то место, где он упал, и произносят эти слова. Чебокс. Тепĕр кун, кăнтăрлахи кĕлĕрен тухсан, атте ачана çĕклерĕ те, урамалла йăтса тухрĕ. На другой день, после обедни, отец взял ребенка (мою маленькую сестру) и понес ее куда-то на улицу. Собр. 103°. † Сак çинче ача вылясан, ашшĕ-амăшĕ курать — савăнать. Когда на нарах играет ребенок, отец с матерью смотрят на него и радуются. ХVIII. З1. Сак тулли ача пар. Дай полные нары детей. (Из моленья). Нюш-к. Ача пăлатна пулсассăн, уна пĕр çулталăкранах ĕмĕртме пăрахтараççĕ. Если ребенок здоров, то его советуют отнимать от груди, как только ему минет год. Ib. Тата тĕлĕкре пĕчик ачана курсан та, чирлессе, теççĕ. Говорят, что видеть во сне маленького ребенка также предвещает болезнь. Курм. Ача çăлтан топрăмăр. Мы нашли в колодце ребенка. Так говорят, когда родится ребенок. Вир-ял. Çав хĕр мана ача тет; аллине ача тытмасăр çав хĕр качча ан кайтăр! Эта девка называет меня мальчишкой; пусть не выйдет она замуж раньше, чем родит («возьмет в руки») ребенка! Шел. П. 66. Ача туман арăм ача тăвасшăн вилесене (покойникам) панă вĕт ăна (лоскут холста). Сарат. «Çывăр, ачам (хĕрĕм), çывăр! Аннӳ кайнă çырлана; татнă-татнă — ывăннă, унтах, выртса, çывăрнă. Аçа çаптăр, çиçĕм çиçтĕр, пирĕн аннене (или: санăн аннĕне) вăраттăр. Пирĕн анне вилсессĕн, çĕнĕ анне илĕпĕр. — Çĕнĕ анне аван мар, кивĕ анне аванччĕ: çĕнĕ курнитса ăшă мар, кив курнитса ăшăччĕ. Ст. Айб. † Чипер ача куйланать савнă ачи килментен. Красавица тоскует оттого, что не пришел к ней милый. Абыз. † Атăл çинче алă майра, сараппань виттĕр çил вĕрет. Пирĕн ачисем пулчĕ (ç) пӳлч (= пулĕ?) На Волге 50 русских женщин; сквозь их сарафаны продувает ветер. Вероятно, это были наши ребята. Альш. Вĕрентесси теплелле, çынсем унта темĕнле, епле пурăна пĕлмелле? тетĕп. Шухăша юлтăм хайхи ача. Как еще будут обучать? Каковы-то там люди? Как там жить? Задумался парень (т. е. я). N. Ыйтат, тет, ку хĕрĕнчен: камран сан ку ачу? тесе. Спрашивает этот у дочери: «От кого, говорит, у тебя этот ребенок?» Сказки и пред. чув. 17. Сĕм вăрманăн ачисем йăвисене кĕреççĕ. Дети дремучего леса входят в свои жилища. Регули 1248. Эй она ачан корса. Эп она арăмăн илтĕм. Я ее видел еще ребенком. Я ее взял вдовой. С. Тим. † Вун çитĕ çулхи ачупа кам юратса вылямĕ. С 17-тилетним юношей кто не пожелает играть? Альш. † Ашшĕ-амăшĕ ӳксе, йĕрсе юлчĕ ытам тулли сарă ачишĕн. Родители плакали навзрыд («упавши») о своей милой красавице дочке. Кратк. расск. 20. Атте, яр ачуна пирĕнпе. Отец, отпусти сына с нами. Изамб. Т. Унта халăх пухăннă çĕре асламăшĕ: ачи, ачи Павăлĕ! Пăхран-шăкран тасалнăччĕ, шыва кайса вилейчĕ, тесе, кăçкăрса йĕрет. Там, при собравшемся народе, бабушка (его) ревет благим матом, пряговаравая: «Бедный Павел! Только что ты успел вырости до того, чтобы ухаживать сам за собой, и уж утопул в речке!» N. Эсир пĕлекен Хурамал ачи Елеазар (конец письма). Известный вам Карамалинский парень Елеазар. Лашман. † Урамăрсем тӳрĕ пулас пулсан, хĕрхенмĕттĕм йĕс кĕлелĕ аттăма; ачисем ачана çитнĕ пулсан, хĕрхенмĕттĕм кĕмĕл çĕррĕме; ачисем ачана, ай, çитеймен, кĕмĕл çĕррисем ăстантан тухайман. Если бы улицы были прямые, не пожалела бы я своих сапог с медными подковками; если бы парни были на возрасте, не пожалела бы я своего серебряного кольца... Парни еще не выросли, серебряные кольца еще не вышли из литейного стана. Собр. † Çинçе пилĕк сар ача пĕччен çывăрнă чух, ай, пулайинччин! Ах, если бы красивый юноша с тонкой талией был около меня, когда я сплю одна. Эпир çур. çĕр-шыв. Шкулта пурĕ 90 ача вĕренет: вĕсенчен 50 ача хамăр ял ачи, 40 ача урăх ял ачисем. Альш. Ачапа вилнĕ. Умерла из-за ребенка (т. е. от родов). Ib. Çăмăлланаймасăр вилнĕ. Умерла, так как не могла разродиться. Ib. Çав çынпа пулса (çӳресе), ача тунă. Прижила от этого человека ребенка. Макка 142. Ача, пурăнасса нимĕн шухăшсăрах тенĕ пекех пурăнатăп. Живу я, братец, без всякой думушки и заботушки. || Qui blanciius alloquuntur, primae personae terminationem addunt. Прибавление к этому слову суфф. притяж. 1 л. ед. ч. делает обращение более ласковым. Изванк. Кин ачам! çынна ытла йăвăр сăмах ан кала, çынна тĕксе ан яр, ачам, çын сăмах хыççĕн кăлăх ан кай, хуна ху пĕл. Милая сноха! не говори другим оскорбительных слов, не отталкивай от себя людей, не поступай необдуманно по чужим советам, знай сама себя. (Наставление, даваемое молодой стариками и старухами; из обр. «Çĕн-çын яшки»). Ст. Чек. Ачам, кăлăхах çынпа вăрççа ан çӳре. Не бранись, дитя мое, попусту. || De pupa. О кукле. Сред. Юм. Калăпа пир таткисĕмпе чӳркесен, пĕчик ачасĕм: ача, тесе, çĕклесе çӳреççĕ. || In allocutionibus significat sodalem. Нередко употреблаетея в обращениях, в смысле брат (к лицам обоего пола, как и это русск. сл.). Б. Олг. Çитмест-и сана ик сом вонă пус? — Ах, ачам, çапла йӳн полат. Не будет ли с тебя шестидесяти копеек? — Ах, это, брат, (слишком) дешево будет! Ст. Чек. Ача, атя шыва кĕме каяр. Идем, брат, купаться.

пустар

заставлять наступить, давить; позволить наступить и пр. Ск. и пред. 21. Халиччен çынна култарман, ури çине пустарман. Альш. † Хусахсем те утланнă хура ут ялан тумхах çинчен пустарат. Юрк. † Утлантăм та кустартăм эпĕ турă утма, шурă мулкаç çине пустартăм. Çĕнĕ Пурăнăç. Унта (туда) пире ярса та пустармаççĕ (не допускают совсем). || Отдать материю в набойку. Золотн. || Заставить валять, дать валять. || Печатать. Истор. Москвара вĕсене кура кĕнекесем пустарма тытăннă. N. Çапла алăра çӳрекен хай хутсем станпа çаптарма юрăхлă пулсан, эпир вĕсене пурне те станпа пустарăттăмăр. || Отделать, обить, обшить, вышить. Бигильд. † Тимĕр-кăвак лаша çинче йĕс пустарнă йĕнер пур, теç(çĕ). В. Байгул. Эпир тытас тытмине шуçпа пустарса хывнă, унта ылтăн çĕрĕсĕр тытас çук. ЧП. Çинчен шăрчăк ука пустартăм. Юрк. † Тытса хăпарас карлăкне йĕс пустарнă. N. Апи, хăна валли кивĕ кĕрĕк çине хура пустарса...

пусарчăк

(пузарζ'ы̆к), пресс (неолог.). Кан. Пур савăтсенче те çĕнĕ пусарчăксемпе (прессемпе) ĕçлеççĕ.

пусă

(пузы̆), яма. Шарбаш. Пусă, яма для хранения овощей. || Могила. Слеп. Çыннăн поссине авăтиччен, хăвăн поссуна авăт (ответ на пожелание умереть). || Колодец. Вишн. 72. Пусă ял варринче, е кил хушшинче, е вите патĕнче, е аслăк-карта патĕнче пулсан, тата тарăн та пулмасан, ун ăшĕнче вара çăл шывĕ пулмасть. N. Хуçи арăмĕ тухрĕ те, витре илсе килчĕ те, ăна пусса ячĕ те, чампăрт! туса илчĕ те, шыв витрине тултарчĕ. БАБ. Пусăра шăнкăрав тавраш сасси илтĕнсен, каччă пулсан, туйла авланат, хĕр пулсан, туйла каят, теççĕ. (Гаданье на çĕнĕ çул каç). Изамб. Т. Хăшĕ-хăшĕ тата çывăрма выртнă чухне пуç патне пусă пекки туса хураççĕ.

пуç тӳпи

(-би), макушка головы; иногда — темя. ЧП. Пуç тӳпи (где волосы расходятся спиралью). Ильмово. Кантăрĕсем пуç тӳпинчен пултăр. Их конопли да будут высотою по темя человека. N. Хамăра курайман этемсенĕн пуç тӳпинчен пусса çӳрĕттĕм. ЧП. Пуç тӳпи курăнман çунам пур. Сред. Юм. Пуç тӳпи питĕрĕнмен. Ст. Чек. Пуç тӳпинче кĕмĕл çĕрĕ (Çăлтăр). Якейк. Ăшă çĕрте хĕвел пуç тӳпинче пăхать. Шурăм-п. Çĕнĕ уйăх пуç тӳпинче пекех тăрать. Кан. Тĕксĕм пĕлĕтсем пуç тӳпинче чупаççĕ. Сятра: пос' тӧбинџэн пос'лаза, ора т¬ӧ̌пн'э с'¬иди тŏршшибэк jы̆лы̆нза ларап. АПП Хамăра курайман тăшмансене пуç тӳпине пусса çӳрер-и. N. Пуç тӳпи таран, по темя. N. Поç-тӳпи, темя.

пут

польза, выгода (от русск. путь). Фин. Çĕнĕ-çĕре каякан çын унта кайнипе тем пит пут курса лармасть пусан та...

путрис

подрез (у саней). Изамб. Т. † Çĕнĕ-ах та çуна çуна, путрис тупан, шăвайинччĕ çынăн йĕрĕпе.

пушăтлă

с волокном, похожим на лыко (про коноплю). Собр. Аслă çăварни кунĕ çĕнĕ çăпата сырсан, тепĕр çул кантăр пушăтлă пулать, тет.

Пошкăрт

(пошкы̆рт), назв. сел., Малое — Карачкино, Татаркас. р. [Пошкăрт, Салти (-δиы) çыр, Эмек (Эме)-касси, Хорнăк, Мăн-ял, Çĕнĕ-ял = Йолшик].

пӳлĕм

(пӳлэ̆м), комната, отделение. Букв. 1904. Акă анне çиме пăрахрĕ те, пӳлĕме кĕрсе йĕре пуçларĕ. Чуратч. Ц. Унтан çӳлерех пӳлĕм-пӳлĕм пек хушăсем пулнă. N. Тата пӳрте пӳлĕм тутарас теттĕн, тутартăн-и, çук-и? || Перегородка. Юрк. † Çĕнĕ иккен пӳртĕрсем, сарă иккен сирĕн пӳлĕмĕрсем. || Отделение у печки в избе. || Местами так называется чăлан (чулан).

пӳлемĕк чӳклени

назв. свадебн. обряда. N. Пӳлемĕк чӳклес (обряд на свадьбе по случаю получения приданого). Альш. Çĕнĕ çын витрене лартат та, хĕрсеммипе салма çакаççĕ, хунямăшĕ пымас унта. Салма тунă çĕре çынсем пуçтарăнса çитеççĕ. Салма тусан, сĕтел çине хăех антарса лартат салмана. Унтан вара ратнисемпе кашнинпе виçшер кашăк пĕрле сыпат: пĕринпе виçĕ кашăк, тепринпе виçĕ кашăк. Салмине лапчăтса, кукли пек хăвăл шăтăк тăваççĕ: ăна çĕнĕ çын салми теççĕ; çакна: алă тытса пыр çинĕ (так!), теççĕ. Хăй вăл сыпнă чух тăрать. Çĕнĕ çынни шута та каймас. Лешсем ратнисемпе пĕр-пĕрин патне çӳресе сăра ĕçеççĕ. Çак салма пĕçернĕ куна пӳлемĕк чӳкленĕ кун теççĕ. Хĕрĕ енчи каччисем шăрттанне, чăкăт, хур ашĕмĕнĕ илсе килеççĕ. Кунтан хĕрĕн тетĕш-йинкĕшсем çаплах илсе каяççĕ. Вăл такмакпа çăкăр пухаканнисене уртмахçă теççĕ. Çав кучченеçсене ку енче те, леш енче те, çак кун чӳклесе çиеççĕ, пӳлемĕк чӳкĕ теççĕ çавна.

пӳрне

(пӳр'н'э), палец. А. Турх. N. Хăй пӳрнинчи ылтăн çĕррине кăларса, ун пӳрнине тăхăнтарнă. N. † Çӳлте çурта çунат-ĕçке, пӳрне пек, пӳрне пек тумлать-ĕçке. ТММ. Пӳрнесен канашĕ. Пуç-пӳрни калат: атьăр эрех ĕçер, тет; шĕвĕр-пӳрни калат: укçа çук, тет; вăта-пӳрни калат: кивçен илес, тет; ятсăр-пӳрни: кивçен илсен, тавăрасси, тет; кача-пӳрни: ĕçер те тарар, тет. Шел. П. 63. Акă пĕр чулĕ патне, курăк ăшне, пĕр шит тăрăшшĕ, икĕ пӳрне сарлакăшĕ, çĕнĕ пир татăкне çурри таран алă пӳрнисем пек туса каснă та, ун çумне çиплĕ йĕп чиксе пăрахнă. Орау. Пачĕ-и? — Пачĕ, пӳрне хушшинчен кăтартрĕ (показал кукиш). Н. Тахтала. Пӳрнĕрпе пĕлĕте тĕллесе кăтартсан, çыртăр, ахаль — çылăх. Бес. чув. 6. Вăл вĕсене алăри пилĕк пӳрне пек пĕлсе тăнă (знал как свои пять пальцев). Тет. Манăн сулахай аллăн пӳрнесем уйрăлакан сыппи сикнĕччĕ. ЧП. Пӳрни вĕçне шăрпăк кĕнĕ. N. Пӳрнесем такăнаççĕ (= тытăнаççĕ). Ст. Ганьк. † Пӳрнесерен пурçăн туртаççĕ. Сред. Юм. Пӳрне те пĕр тикĕс мар. И пальцы ведь не все равны. Ib. Пӳрнене çĕрĕ тăхăнтарни (фокус). Фокăс корас текеннине тĕп-сакайне антараççĕ те, сăкман çанни ăшне аллине чиксе çĕклесе тăраттараççĕ, фокăс кăтартаканни пĕр корка шыв ăсать те, сăкман çанни тăрăх фокăс кораканни çине яра парать. Çав вара фокăс корни полать. ЧП. Вăта çĕрти пӳрне. Кан. Хвершăл: пӳрнене касас пулать, терĕ. Ib. Чĕлхесĕр çын пек, пӳрнесемпе калаçма тивет. || Напалок.

пӳрт

(пӳрт, пӳрт, Пшкрт: пӧрт), изба, дом. Вута-б. Пӳрт, изба. Части избы: тӳпе, крыша; урай, пол; мачча, потолок; мачча кашти, матка или матица; ыра, паз у матки и венцов, (также и столбов); урата кашти, перевод или переводина и пр.; хăма, доска; кĕтес, угол; сак, лавка; кăмака ырати (= урати), опечек; кăмака сакки, приступок; чăлан, чулан; сентре, полка; пулат, полати; пулат кашти, полатный брус; кăмака, печка; мăйра (= мăрье), труба; кăмака чĕрçи, шесток; питлĕх, заслонка; кăмака çăварĕ, чело нечки; карниц, заплечек; турă кĕтесси, красный угол; чашăк хумалли, посудница, куда у крестьян кладут блюда, ложки, вилки, ножи и пр.; тенкел, скамейка; карниц, карниз избы; чӳрече окно; чӳрече янаххи, косяки; чӳрече янах тăрри, верхняя подушка или наокошник; потушка, нижняя подушка, подоконник; кантăк рамĕ, рама окна; кантăк хашакисем, оконные поперечины, наличник; хачмак — личинка; чӳрече хуппи, закрой; сула, иглица; петле, петли; кантăк куçĕ, стекло окна; петле çекли, крюк. ЧП. Çĕр çĕклейми пӳрт ларттартăм. Орау. Пӳртри япаласене унталла та кунталла утса салатса пĕтерчĕ (разбросал вещи по комнате). Ib. Ĕне выртнă çĕре пӳрт лартсан, пӳрт ăшă пулать, тит. Хур ларнă çĕре лартсан, сивĕ пулать, тит. Ib. Пирĕн пӳрт туса пĕтермен-ха. У нас изба еще не отделана. Ib. Пӳрт хăпартма (чтобы поставить сруб избы) мăк кирлĕ. Изамб. Т. Унтан пӳрт ăш-чиккине тасататăп. Ст. Чек. Пӳрте кĕнĕ чухне алăкпа урана хĕстерсен, хăна килет, тет. Ib. Пӳрт тăрринче çур çăкăр. (Уйăх). ЧС. Унтан вара пăртак лартăмăр ĕнтĕ, атте çĕнĕ пӳртрен кив пӳрте чупса пычĕ те, темĕнскер кăшкăрса каларĕ. Курм. Пĕр пӳрте пăсăн та, йосимăн. Регули 612. Пӳрт пирĕн аттин (ат'т'ин) виççĕ пор. Ib. 18. Пӳрт питĕрмесĕр ма кайрăн. Ib. 42. Онăн онта порăнмалли пӳрт çок. Ib. 43. Он пӳрчĕ пор та, порăнмалли мар. Ib. 1341. Эпĕр çӳресе пӳртрен пӳрте (или: пӳртех). Ib. 1526. Ĕлĕк он пӳрчĕ те çокчĕ, халь вăл лайăх порнать. Собр. Пӳрт вăти çĕрĕнче юпа ларат: çуркунне лартаççĕ, кĕркунне касаççĕ. Пир юпи). Сред. Юм. Пӳрт пуçĕнчи хăмла çырли, пиçнĕ-пиçмен суйларĕç. ЧС. Лаша кӳлсен эпĕ лашана пӳрт умне илсе пытăм (подъехал к избе). СТИК. Пӳрт маси кайнă, потерял образ; говорят, когда в избе нет никакого порядка, сорно, грязно). Юрк. Атьăр халĕ, килĕрех, килĕрех; пит лайăх хăнамăр килет иккен, атьăр пӳртелле, тесе йăтса кĕме хатĕр пулса чĕннĕ пек чĕнет. ФТТ. Тĕлĕкре çĕнĕ пӳрт лартсан, пӳрт лартаканĕн хăшĕ те пулсан вилет. N. Пӳрте камсем тапак тĕтĕмĕ тултарнă. N. Хора пӳртри пак, чĕлĕм тĕтĕмĕ кăн-кăвак тăрать (надымили табачищем). Сред. Юм. Пӳрте шыв толтарни (фокус). Фокăс кораканни: пӳрте шыв толтараймастăр, тесе таллашсан, она тола кăлараççĕ те, алăк хăлăпне вăтпа питĕ пĕçерекен тăваççĕ те: но, кĕрсе пăх ĕнтĕ шыв толнине, теççĕ; лешĕ кĕнĕ чох алăк хăлăпне тытать те, аллине хăпалантарса ярать, çав вара фокăс полать. Хурамал. Тĕлĕкре пӳрт лартсан, çын вилет, теççĕ. Эпир çур. çĕршыв. 11. Вĕсем пӳртĕн йĕри-таврах. N. Унăн пӳртĕ (не «чĕ») çинчен витнĕ улăмне сĕтĕрсе антарнă. У него стащили с избы (с крыши избы) солому. Шăна чир. сарать 7. Чир саракан микробсем чирлĕ çын выртнă пӳлĕмре те пулаççĕ: урайĕнче, пӳрт пĕренисем çинче, шăтăк-çурăксенче, сĕтел-пукан таврашĕнче. || Входит в состав назв. селений. Золотн. 264. Виçĕ-Пӳрт-Шашкар, Çичĕ-Пӳрт. N. Виçпӳрт-Шăмарш, Ĕмпӳрт-Туçа и т. д.

пăлуштух

полуштоф, бутылка. Юрк. Çĕнĕ хăтанăн куçĕсем ĕçтĕлте? Пăлуштух кĕленчи çийĕнче.

пăлтăр

(пы̆лды̆р, из пăл + тăрри), дуплянка, которая ставится на конце деревянной трубы (пăл в курных избах выше крыши). См. пăл. Альмени. Пăл çине лартнă хăвăла (уйран çӳпçи пекскер) пирĕн пăлтăр теççĕ. || Покрышка у кровельного железа на кирпичной или железной трубе в современной избе. Мочары. Пăлтăрлă труба, кирпичная труба с покрышкой из кровельного железа. || Колпачек горелки лампы. Мочары. Асламас. Лампă пăлтăрĕ, колпачек горелки лампы, на который ставится стекло. || Верхняя крышка кадила, поднимающаяся на цепочках. Мочары. Кадилăн пăлтăрĕ пор. || Медная крышка курительной трубки. Мочары. Чĕлĕмĕн пăлтăрне пăхăртан тăваççĕ. || Примитивный навес на двух столбиках около двери избы (примитивные сени) там, где находится пăл, дымоход. Чура-к. СПВВ. ГЕ. Пăлтăр — ăна пӳрт умне тăваççĕ: пӳрт умне икĕ айккине пӳлсе, çине витеççĕ. N. Хӳш пек пăлтăрна курăп. || Передбанник. Изамб. Т. || Сени избы. Трхбл. Альш. Пайтахăшин икĕ пӳрт, хутлăхра ăшă пăлтăр вара. СПВВ. КМ. Пăлтăр — çелних. Баран. 127. Темиçе çĕртен шăтара-шăтара пăлтăр пеккисем туса пĕтерет (речь идет о норе крота). Ib. Вăл ун чух ывăлĕпе пăлтăр пусми çинче тăнă. Ib. Хăй çавăнтах пăлтăрне чупса кĕнĕ те, пĕр алăкне чарак лартса хунă. N. Пăлтăр алăкĕ уçăлчĕ: те çын кĕчĕ, те йытă кĕчĕ. Тайба Б. † Çĕнĕ-ах та пӳртĕн пăлтăрĕнче сăмаварсем вĕрет те, хай, кăмрăксăр. Ст. Шаймурз. † Çĕнĕ çурт (вар. пӳртĕн) пăлтăрĕнче сăмавар вĕрет кăмрăксăр. || Чулан в сенях. Урнары. || Клеть, пристроенная к сеням со входом через сени. Чуратч. Ц. Куккăшсем панчен тавăрăнсан, ача пăлтăрне уçса пăхрĕ те, пĕр пăлтăр укçа, тет. N. † Мамăк тӳшек сармашкăн пĕчĕк пăлтăр кирлĕччĕ; пĕчĕк пăлтăр лартмашкăн пĕчĕк çĕршыв кирлĕччĕ. || Верхний этаж двухэтажного амбара со входом через сени. Бичурино. Иные различают: çӳлти пăлтăр, аййи пăлтăр. У др. — айпăлтăр, айри пăлтăр. Последний также назыв. çӳл кĕлет (Трхбл). || Лачуга, летняя кухня (лаç). Тенеево, Янтик. р. || Трехстенный пристрой к лачуге. Бичурино. || Кутник. Малды — Кукшум. || Верхний настил овина у русских крестьян. Мочары. Вырăссен авăнĕсенче пăлтăр полать. || Светелка избы. Мочары. Вырăс ялĕсенче пăлтăрлă пӳртсем пор. [Здесь пăлтăр понимают как помещение, расположенное около пăл, дымохода, пăл тăрри (в знач. крышки). || Тесины с резьбой, которые прибиваются к краю крыши со стороны фасада (козырь избы) или к карнизу. Мочары. Кудаши. Пăлтăр тыт, пăлтăр çап, прибивать эти тесины с резьбой. [Возможно, что здесь сл. пăлтăр употреблено в значении крыши, Косвенное подтверждение этого видно из того, что слово крыша в некоторых местах обозначается термином мăйра тăрри (Ачакас), мăрье тăрри (Бузулук. р.). След. палтăр, пăл тăрри = мăрье тăрри, крыша. Срв. загадки о луне. Альмени. Пăлтăрта çур çăккăр выртать. (Луна). Трхбл. Пӳрт тăрринче çур çăкăр выртать]. || Перила. Хорачка. Перила у крыльца. Ib. Эс посмаран аннă чоня пăлтăра тытса ан.

пăлчав

(пы̆л'џ̌ав), окончательный уговор о сроке, о дне, свадьбы. [Радлов. Словарь: болџау, болџал — срок]. См. кăмăлча. Начерт. 137. Изамб. Т. Пăлчав илме кайсан туя миçе урапа пырасси çинчен, миçе юналăк килесси çинчен, мĕнле кун туй пуçланасси çинчен калаçаççĕ. Ib. Туйччен пĕр эрне малтан хăтăш, тăхлачĕш, тата пĕр ямшăк ачи хĕрĕн ашшĕ-амăшĕ патне пăлчав илме каяççĕ. Б. Яныши. Пăлчава карĕç. Поехали уговариваться относительно времени свадьбы к родителям невесты. Туй. Туй пулас умĕн каччă ашшĕ тепĕр хут кайса килет, пĕр-пĕр çывăх çынна илсе каять. Ăна «пăлчав» илме кайни теççĕ. N. Пăлчав илме килни: туй тăвас умĕн пĕр виç-тăват кун малтан çĕнĕ кĕрĕвĕн ашшĕпе-амăшĕ, тата пĕр 12—13 çулти арçын ача çураçнă хĕрĕн ашшĕсем патне пыраççĕ. Унта вăсем кучченеçсем исе пыраççĕ: эрек (мĕн чухлĕ килет илме: витре, е çур витре), пыл, хăпартусем. Вĕсене çураçнă хĕр парне парса ярат: хуняшшĕ пулассине пир, хунямăш пулассине сурпан, ачине манка туттарĕ. Çав парнесене илме килнине пăлчав илме килнĕ теççĕ.

пăлчала

(пы̆л'џ̌ала), то же, что пăлчал. Карсун. Пăлчалапа каяс. Юрк. Ирхĕне вара, туй пуçланнă кунĕ, каччийĕн ашшĕ пĕр ачипе кучченеçе пĕр хăпарту та пилĕк-ултă йăвача илсе, «пăлчала илме» тесе, хăйсенĕн ывăлне валли çураçнă хĕр ашшĕ (çĕнĕ хăтăш) патне каят. Унта вĕсемпе хăçан туй пулмаллине, кам-кам, миçенĕн туя пымаллине ыйтса пĕлсен, çав илсе панă кучченеçĕсене вара вĕсене валеçсе пама хушат.

пăлхавăшни

то же, что пăлхавишне. Н. Седяк. Ытлари куна пăлхавăшни кунĕ теççĕ, çак кун пĕр çĕнĕ ĕç те пуçламаççĕ.

пăсăк

(пы̆зы̆к, пŏзŏк), испорченный, сломанный. А. Турх. Ск. и пред. 80. Акă туй та çакă туй, пысăк туй та пăсăк туй. . 19. Пырсан-пырсан макăраççĕ, пăсăк саспа кулянса. || Порча, недостаток, изъян. N. Хуçалăх пăсăкĕ. О сохр. здор. Çавăнпа та чăвашсен куç пăсăкĕ ытти халăхсеннинчен нумай. С. Айб. Çемьере пăсăксăр пулмасть, теççĕ. (Послов.). Б. Олг. Ман ача пăсăка тохрĕ, йораллă полмарĕ (забраковали при наборе). || Лишний; лишне. N. Вĕсене ашшĕ-амăшĕ мĕн тунă, вăл аван; мĕн калаçнă, вăл пăсăк мар (не лишне). Календ. 1903. Çĕр сахал çĕртен çĕнĕ çĕре кайни пăсăк ĕç мар. . 1906. Пит кирлĕ эмелсене ялпа пĕрлешсе илсен те пăсăк пулмĕччĕ. Чăв. й. пур. 31°. Хытă пулни те пăсăк мар, анчах пĕлсе, хисеплĕ хытă пулма кирлĕ. N. Эпĕ унта кайни пĕртте пăсăк пулмарĕ.

пăхăсăн

(-зы̆н), смотришь, а оказывается, а на самом деле, а в действительности. Юрк. Кайран янă çырăвăнта: Мускава çитсенех çыру ярăп, тесеттĕн, пăхăсăн, халĕ те пулин яраймасăр тăратăн. IЬ. Пăхăсăн, хай чуматанне ниçта та курмаççĕ. IЬ. Ку мĕскĕн нимĕн калама та ĕлкĕреймест, пăхăсăн, вăсем хушшинче пĕри хăйсенĕн кумĕ те пулнă. IЬ. Пăхăсăн, ку лаши те, леш лаши пекех, начар та вăйсăр пулнă. Бгтр. Çакăнса тăнă чух вĕренĕ татăлнă, тет те, улпут çĕре татăлса ӳкнĕ, тет. Пăхăсăн (смотришь), улпут хăйĕн çуртĕнчех, тет. N. Эпĕ çапла кĕнекесем валли çырса хăтланнине пĕле-тăра, юлташсем, тус-йышсем, пĕлекен çынсем, çав çырнă хутсене вуласа пăхма тесе илсе, пăхăсăн, халичченех пĕрне те мана калле тавăрмарĕç. N. Пăхăсăн, сутаканни мана çав хаçете çĕнĕ хаçет тесе улталаса сутса хăварчĕ.

Пăхаллă

(пы̆hаллы̆), назв. части поля около с. Трехбалтаева; раньше здесь был лес, теперь остался кустарник. Отдельные части этого поля назыв. Çепле. Известны: Çĕнĕ Çепле, Кив Çепле.

пĕлĕт

(пэ̆лэ̆т, пӧ̌л'ӧ̌т'), небо. Г. А. Отрыв. † Кунĕсем пĕр уяр, кунĕ уяр, уяр пĕлĕт хушшинчен çил вĕрет. N. Хăш чухне пĕлĕте çумăр пĕлĕчĕсем хупласа илеççĕ. Сунт. Пĕлĕтелле пăхса тĕлĕрнĕ. Ст. Чек. Пĕлĕт ĕлĕк çĕртен инçе мар пулнă, пĕри авал аслăк çине хăпарнă та, ача пăхне çăккăрпа шăлса хĕстерсе хунă, вара пĕлĕт вуник сутка мĕкĕрсе хăпарнă, тет. БАБ. Ĕлĕк пĕлĕт пит лутраччĕ, тет: аслăк çӳлĕшĕ анчах пулнă, тет. N. † Çĕнĕ пӳртĕн тĕтĕмне пĕлĕт илет парнене. N. Пĕлĕт таса. Небо чисто. ГТТ. Пĕлĕт çичĕ хутлă, пĕлĕт хуппи уçăлать, кăвак хуппи уçăлать, пĕлĕт тарать; пĕлĕт çийĕ, айĕ, кăвакĕ, тĕттĕмĕ, хура, сарă, сивĕ, ăшă. N. Касăрмара мар, пĕлĕтпе тан сăрт тăринче окопра выртатпăр. N. Пĕлĕт туртса килет. Небо затягивает тонкою пеленою. Ст. Чек. Пĕлĕт çинче пĕр пĕлĕт çук. На небе нет ни облачка. Орау. Пĕлĕт тăрнче (тăрне) шыв та юлмарĕ пуль: çăмăр пит нумай çурĕ. Юрк. Пĕлĕт аякра тĕтрелĕ курăнсан, уяр пулат. Ачач 110. Чечексем нумай çĕре чăсăлса выртать те, кăвак пĕлĕтелле пăхма тапратать. Ал. цв. 3. Унăн витĕр пăхсан, мĕн пур пĕлĕтри илем курăнтăр. Чув. пр. о пог. 166. Пĕлĕт хăймаланать, небо принимает молочный цвет, сметанится (от хăйма — сметана, сливки). Нельзя ли видеть здесь подобие «забеливания» щей молоком или сметаной? || Облако, туча. N. † Тăваткăл шур тутăр вĕçтернĕ чухне, уяр çанталăк пĕлĕт туртрĕ. Чăвашсем 20. Тата телейлĕ çын пĕлĕт (облако) тупат, тет. Вăл пĕлĕт пит выйлă çумăр çуса кайсан тупăнат, тет. Вăл çумăр çунă чух çумăрпа пĕрле ӳкет, тет. Вăл сутĕн (студень) евĕрлĕ çеп-çемçе те, анчах пит шурă пулат, тет. Ăна тупсан вара кĕленче савăт çине ярса усрама кирлĕ, тет, вăл кĕленче çинче, çумăр пуласса сиссен, хăпарса каят, тет, уяр пуласса сиссен, типсе лапчăнса, пĕрĕнсе каят, тет. Çав пĕлĕт тупнă çын, аллисене çав пĕлĕтпе сĕркелесен, вăл çынна вара ĕç патĕнче никам та ĕçлесе çитереймеçт, тĕт: вăл çын ĕçе пит хăвăрт тăвакан пулат, тет. Б. Олг. Пĕлĕт аякран йохсан, сомăр полат. Шел. П. 18. Ӳсет пĕлĕт ӳснĕ пек халь (чит. халĕ) унта вăй-хăват. IЬ. 34. Тĕрĕксемпе малашне пĕлĕт (не пĕлĕш?) пекех ӳсеççĕ. Дик. леб. 40. Хура пĕлĕт хупласа килет. Собр. Çăмăр çусан, каçпала уяртсан, çĕрле уйăх пĕлĕт айĕнче тăрсан, хура шăнасем куç çине ларсан, ыран калах çăмăр пулат, теççĕ. IЬ. Уйăхсам тĕлне пĕлĕт туртсан, пире асăнмасăр ан тăрăр. Нюш-к. Инçетре пĕлĕтсем кăвакарса кайнă. Аслати ăлтать, çиçĕм çиçет. Шăна чир. сар. 17. Апат çиекен пӳлĕмсенче тасатман пулсан, шăнасем яланах пĕлĕчĕпех вĕçсе çӳреççĕ (целыми тучами). СТИК. Пĕлĕтсем ĕне чĕлхи пек пулчĕç. Облака расположились узкими полосами, оставляя промеж себя синие полосы чистого пространства. Изамб. Т. Хĕвел тухăçĕ хĕрелсе пĕлĕте ларсан, çумăр пулат. IЬ. Эпир кĕтме тухас каç (каçпала) пĕлĕт хупласа илчĕ. IЬ. Ав пĕлĕт хăпарат. IЬ. Пĕлĕт шăват (двигается); пĕлĕт хăпарат (поднимается); пĕлĕт туртат (близко к дождю). IЬ. Пĕлĕт çинелле пăха пуçларăмăр. Шел. 72. Хурт-хăмăрсем... çӳçе кăчăкисене пĕлĕт пек сырса илсе... сĕрлеме... тытăннă. Шурăм-п. Кĕвенте çăлтăр патĕнчен пĕр пĕлĕт татки иртсе кайнине астăвса пыратăп. IЬ. Иртнĕ каç ала-çăлтăра пĕлĕт пусса илчĕ. N. Пĕлĕт çинче хура пĕлĕтсем юхатчĕç (шăватчĕç). По небу неслись тучи. ЧС. Вара пĕр çумăр пĕлĕчĕ тухрĕ. Ст. Арабоси. Пĕлĕтсем анчĕç. Нависли облака. Альш. Пĕлĕт чупат. Облака несутся. Ст. Шаймурз. Хĕрарăм патша, пыра-пыра, икĕ пĕлĕт хушшине пырат, тет. Чув. пр. о пог. 2. Хĕвел пĕлĕте ларсан, пĕлĕтлĕ пулать, çанталăк йĕпене каять, çăмăр пулать. Если солнце садится в тучу — будет облачно, погода к ненастью, будет дождь. IЬ. 167. Пĕлĕт каркаланать, облака связываются. Пĕлĕт ярăмланать. Небо делается полосатьм. Пĕлĕт ярăмланать — означает также полосы дождя, видные на горизонте. Сущ. названия сложн.: çӳхе ярăмлă — перисто-полосатые; сайра ярăмлă — перисто-кучевые облака, расположенные рядами. IЬ. Ярапаллă пĕлĕт, облако бахромою; особый вид перистых облаков, образующийся при восходе и закате солнца. При этом наблюдается следующее: при закате облака образуются на западе, идут от солнца, образуя длинные, загнутые на конце ветви, при восходе вместо этого они образуются на востоке или юге; бывают алые. Обыкновенно бывают эти облака в сухое и тихое время. Если при восходе они очень красны — к дождю. После восхода они пропадают. IЬ. Вĕçкĕн пĕлĕт, щеголеватое облако. IЬ. Кăтра пĕлĕт, кудрявое облако. IЬ. Сайра пĕлĕт, редкие облака, отдельными клочками. IЬ. Çăмăр пĕлĕт(ĕ), туча, дождевое облако. IЬ. Тикĕс пĕлĕт, плоское облако. IЬ. Типĕ пĕлĕт, сухое, бездождное. IЬ. Хытă мар пĕлĕт, пушистое, размытое облако. IЬ. Хулăн пĕлĕт, тачка пĕлĕт, толстое облако. IЬ. 168. Сурăх çу пек пĕлĕт, как баранье сало (на щах), мелкие высокие кучевые облака — к вёдру. IЬ. Кăпăш пĕлĕт, рыхлое облако, как вата, с нерезкими очертаниями (противоположно хытă). IЬ. Хурт карасĕ пек пĕлет, как пчелиные соты, появляются перед обедом. Если из них образуются синие облака, не особенно толстые — к дождю, а если пропадают — к вёдру. IЬ. 166. Çӳхе пĕлĕт, тонкие облака, сквозь них видно голубое небо; бывают различной формы; кажется, перистые облака. IЬ. 3. Хĕвел хулăн пĕлĕте ларсан, тепĕр куннех çăмăр пулать. ТХКА 11. Савăт хашлат, труписенчен кăвар, тĕтĕм тухса, кăвак пĕлĕтпе хутшăнать. Савăт тĕтĕмĕ кăвак пĕлĕтпе тĕнчене сарăлать. Ачач 71. Çӳлти, çич хут пĕлĕт тăрринчи илемлĕ рай. N. Паян кунĕпех пĕлĕтсем юхаççĕ. Сред. Юм. Çăмăр çуса чарăнсан, çăмăр пĕлĕтне: карланса кайрĕ, теççĕ. IЬ. Пĕлĕтрен çăмăр ярăмланса çуни корăнсан калаççĕ: пĕлĕт ярăмлана пуçланă. (Указывает на падение дождя в одном месте, как оно представляется на далеком расстоянии). Сред. Юм. Пĕлĕт таткаланса карĕ. (Çăмăр çуса чарăнсан, уçă вырансем курăна пуçласан калаççĕ). СТИК. Хĕвел анăçĕнче каçалапа пĕлĕтсем ярăм-ярăм тăраççĕ; е çумăр пĕлĕчĕ тăсăм-тăсăм тăрать — çавна: пĕлĕт ярăмланчĕ, теççĕ. N. Пĕлĕт пусса илет. Надвигается облако. Турх. Пĕлĕт также означает губку: пĕлĕт татăлса ӳкет!

пĕлĕтлен

покрываться облаками, тучами. N. Çĕнĕ çул каç мал енчен пĕлĕтлесен пур тырă та аван пулат. Б. Олг. Çанталăк пĕлĕтленсе ларчĕ шăпах.

пĕрех-хут

«один только раз» (выражает окончательное решение или согласие; переводится и оборотами: за одно уж, все равно уж, хоть бы уж, в конце концов). N. Энчен айăплăх пулсан, мĕншĕн капла пăшăрханатăп-ха пĕрех-хут? КС. Кай эппин пĕрех-хут, тек антрататăн. N. Ку вăрмана ан каям-им паян пĕрех-хут. Не ехать что ли уж сегодня мне в лес? (Когда есть другое не менее важное дело). IЬ. Çырса парам-им пĕрех-хут (написать что ли уж), тек анратать (все еще надоедает с просьбой). N. Хĕртес пулать ăна пĕрех-хут, уйăрлас-уйăрласах. Отлупить его надо, уж все равно! Ала 10°. Тавай кĕçĕрех кăйса пăхам кун патне пĕрех-хут, тенĕ, тет. Юрк. Эпĕ, хăличчен аван кĕпесем тăхăнманскер, пĕрех-хут тăхăнмасăрах юлам, тесе, хай вĕр-çĕнĕ кĕпине çук хакпах сутса ярат. IЬ. Атя пĕрех-хут киле кай. Орау. Атя пĕрех-хут киле каяр. N. Кайса кил пĕрех-хут. Уж все равно,сходи! Кайса килем пĕрех-хут. Уж все равно, схожу! Ачач 67. Ара, мĕн пĕлетпĕр эпир пӳртре ларса? терĕ Тимуш амăшĕ. Пĕрех-хут арçынĕ те çавăн пеккисене пĕлсе çӳремест. Ĕçме анчах маçтăр. N. Пĕрех-хут ларса çи эппин. N. Эппин пĕрех-хут ĕнтĕ тата Ивана та илсе кайăр. Ачач 5. Ах, мĕншĕн тухрăм пĕрех-хут! Толст. Э-э-эх! пĕрех-хут вилĕмĕ килинччĕ. Бес. чув. 11. Вĕсене çын шел мар! Пĕрех-хут хăйсеннисене вĕлермесенччĕ, хăйсеннисене те епле вĕлереççĕ. N. Хур тунине (оскорбление) мĕшĕн чăтас мар пĕрех-хут сирĕн? Хăвăн çухалсан та, мĕншĕн чăтас мар ăна пĕрех-хут. Çĕнтерчĕ 8. Пĕрех-хут пахчана та çĕрулми хамăр лартаймастпăр. N. Ан йĕр, ачам, пĕрех-хут илсе кайăп. N. Пĕрех-хут, ачам, эсĕ киле юлăн-и?

пĕрлештер

объединить, соединить. N. Уйрăм хуçалăхсене пĕрлештертĕмĕр. || Сопоставить, сравнивать. Бес. чув. 7. Ун сăмахĕсене хăй чĕринчи шухăшпа пĕрлештерсе пăхнă та: ку çапла, ку тĕрĕс, урăхла пулмалла мар, урăхла пулас та çук! тенĕ вара. || Причислить нового покойника к прежним (в обряде) N. Тата тепĕр эрнерен вара пĕрлештерсе яратпăр, теççĕ. Ăна пĕрлештерсе яратпăр тенĕ чухне, хăйĕн çемйи кăна пулат. Ăна вара вак теççĕ; пашалу тăваççĕ те, масар çине пуç вĕçне (к изголовью умершего) тутăр татăкĕпе çыхса кайса пăрахаççĕ. Çула вилнине тата эрнерен кайса курăксене çăлаççĕ. N. Вара çтена çумне, ĕлĕкхи вилнĕ çынсем ячĕпе, унтан çĕнĕ виле ячĕпе «пĕрлештерме» çуртасем лартаççĕ, çĕнĕ вилене ĕлĕк хывнă çынсемпе пĕрле асăнса хываççĕ, хывнине тула тухса тăкаççĕ, унтан ĕçсе çиеççĕ, çапла вара çĕнĕ вилнĕ çынна ăсатса яраççĕ, ĕлĕк вилнĕ çынсемпе пĕрлештерсе яраççĕ, унтан кайран вара ăна ăрасна асăнса хывмаççĕ.

пĕтер

(пэ̆дэр), кончить. N. Çыру пĕтернĕ чух, тĕп кĕнекесем çине: хресченсем çĕр илеççĕ, тесе, çырман. || Прикончить, прихлопнуть, прекратить. Якейк. Вăсам ку ĕçе хопласшăн, пĕтересшĕн. Они хотят потушить дело. N. Эпĕр пурнакан Микула хуçа та начарлана пуçлаþ, ясмăк яшкисем анчах çитарат, ĕçне пĕтерме те шутлат кăçалхи çул. Кан. Аслă сут ачине Шаравтинăв патĕнче усрамалла тăвать. Арăмĕ вилнĕ пирки ĕнепеле кĕлет шырассине пĕтерсе лартать (прекращает). || Истреблять, уничтожать. Ивановка. Халĕ ĕнтĕ вăрмансене пĕтерчĕç, тыр та пулакан пулчĕ. || Погубить. Н. Байгул. Пĕтертĕн эсĕ ман пуçа. Погубил ты меня. N. Вĕсем пире пĕтермесĕр каймаççĕ. || Изругать. КАЯ. Кĕсем тата аттене каласа кăтартсан, атте пĕтерет ĕнтĕ (отец со мною, не знаю, что сделает). ЧС. Аçу пасартан таврăнсан, умма татнăшăн пĕтерет. || Износить. Юрк. † Урам чипер пулсассăн, йĕс таканлă атă тăхăнăтăм; хĕрсем лайăх пулсассăн, хранчус тутăрма пĕтерĕтĕм. Якейк. † Çийăм толли сар кĕрĕк, çия тăхăнса пĕтермесĕр, сар хĕрсенчен уйăрлас марч. N. † Çуна лайăх тиейса, çынтан иртсе чупас мар, çуна тупанне пĕтерес мар. || Издержать, употребить. N. Пылчăкĕсене çуса вунă кĕрепенке супăн пĕтернĕ. || Промотать. Юрк. Чул çурта парсан, вăл ăна та пурĕ-пĕр пĕтерет. || Вылечить. N. Иванпа Якур шатрине пĕтереймерĕм (т. е. не могла вылечить сыпь). || Издеваться, надсмехаться. N. Сайра кăна çыннăн пысăкрах куç пулать те, ăна та пулин ыттисем: лаша куç, тесе, пĕтереç. || N. † Ир те куртăм эп сана, каç та куртăм эп сана, килессу çук эс мана. Мĕшĕн сăмах пĕтертĕн? N. Аппаçăмах çавă пур, çичĕ ютăн ачипе тахçанах сăмах пĕтернĕ. N. Тата савăт хуçисем пĕр канаш пулса хăйсем хунă хакран йӳне сутмалла мар канаш пĕтереççĕ. || Вышить, сшить. N. † Шорă тотăр пĕтертĕм, пăрасни кон çыхас пек. Пазух. Улача кĕпе, йĕтĕн çуха, ан пĕтерсем лутшах, тăхăнаймăп. Бугуль. Французский тутăр (вĕç) пĕтернĕ чух пуçра симĕс тутăр пулминччĕ. Альш. Ватă карчăксем çутăлтарса яраççĕ (форсят в нарядах) çĕнĕ илемлĕ пĕтернĕ сурпансем, илемлĕ пĕтернĕ кĕпесем. IЬ. † Улача чаршав çӳçине шав укапа пĕтернĕ, шурă чаршав çӳçине шурă пурçăнпа пĕтернĕ. Бур. † Шурă шупăр аркине шурă пурçăнпа пĕтернĕ, кăвак шупăр аркине кăвак пурçăнпа пĕтернĕ. N. † Улача кĕпе кам тăхăнмĕ, аркине хăмаçпа пĕтерсен. С. Тим. † Шур тăваткăл тутăр пĕтертĕм, кĕçĕн çăварни кун çыхас пек. Н. Карм. † Ăлăхрăм çӳлĕ ту çине, лартăм шурă чул çине, пурçăн сарă пĕтерме; пурçăн сарă пĕтет пуль, пуçăм сая каять пуль. Якейк. Пыçаххи пĕтерес тени пыçаххи вĕçне çӳçе ярас тени полать. IЬ. Пиртен кĕпе касаççĕ, ĕçлеççĕ, пĕтерсе тăхăнаççĕ. Сред. Юм. Кĕпе пĕтерет-ха ô. Узорчатую рубашку шьет. IЬ. Сорпан пĕтерсе çыхрăм. Сготовил убор и завязал им голову. IЬ. Тотăр-сорпан пĕтерет, припасает вещи, нужные замужним (головной убор). НАК. Кăмăлча илсессĕн кайран, хĕрин ашшĕсем хĕрне валли япаласем пĕтерме таварсем илсе параççĕ. Хĕр вара, япаласем илсе парсассăн, хĕр çумăçсене пухать те, мĕн пур пĕтермелли япалисене пурне те пĕтерттерет. || В качестве вспомог. гл. Изванк. Микул карчăкĕ тата темиçе пинĕ тĕслĕ каласа пĕтерчĕ те, анчах эпĕ унăн сăмахĕсене пĕтĕмпех астуса çитерейместĕп. IЬ. Пĕр çулне пирĕн патра çĕр виçрĕç те, пĕтĕм ял çĕр тавраш туса пĕтерчĕç [все пересовершали (посовершали) «сĕр тавраш»]. М. Сунч. Тата турăш умне тем чухлĕ çурта çутса пĕтернĕччĕ (при изгнании мора). IЬ. Киле ан кĕтĕр тесе (т. е. мур), хапхасене тикĕтпе сĕрсе пĕтеретчĕç. Сёт-к. Утсам панчи ачасань, çурса (= çывăрса) кайсан, орисене салтаç те, çăпата кантрисене тĕвĕллесе пĕтереç вара. Орау. Туса пĕтерсен (савине, по миновании надобности), вуласа пĕтерсен (кĕнекине) кӳрсе пар. Ал. цв. 9. Вăл тумланса çăвăнса пĕтерет те, çак тĕлĕнмелле çĕнĕ ĕçрен ĕнтĕ тĕлĕнмест те. В. С. Разум. КЧП. Ана çинчи çулнă пăрçама уйĕпех çил вĕçтерсе пĕтерчĕ. Кан. Ачана пĕчĕк чухне тем тĕрлĕ кипкесемпе чĕркесе, çыхса пĕтермелле мар. IЬ. Чăвашла кино картин куртăм та, татах курас килсе пĕтерет. Альш. Тутар килне-йышне ырласа пĕтереймес (всячески хвалит татарскую семью): чăваш тутара тус тăвать, хăнана çӳрет. Аттик. Вĕсем тата нумай каласа пĕтереççĕ те, эпĕ анчах вĕсем пек тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлейместĕп. Истор. Хăйне пĕр-пĕр усал ан туччăр, тесе, вĕсене малтан икĕ вут хушшинчен кăларнă, унтан хăйсенĕн кĕлеткисене пуççаптарнă, чĕркуççи çине лартса пĕтернĕ. N. Çапах эпĕ вĕсем каланине малтан пит ĕненсех пĕтермерĕм. N. Çак çурт тавра йывăçсем лартса пĕтерĕр.

пĕтес çук

без конца, неисчислимо. Юрк. Пĕр çĕрте пĕтес çук çынсем капланса тăнине курсан, унта мĕн тăваççĕ-ши? тесе, кĕсем те унта курма пыраççĕ. IЬ. Сана ĕлĕк çыркаланăрампа пайтах вăхăт иртрĕ, унтанпа пĕтес çук çĕнĕ хыпарсем пуçтарăннă... N. Ах, ку пит вăрах çисе ларать иккен, кунне капла виç тапхăр çитерес пулсан, вăхăта кунĕпе çисе ларса ирттерĕ, пĕтес çук çийĕ.

плант

усадьба. N. Çак хуçанăн тăватă кĕтеслĕ планчĕ пур. Тăватă кĕтеслĕ планчĕнче ултă юпалă хапхи пур. (Такмак). Альш. Элшел урамĕсем сарлака. Плантсем те тăвăрах мар. IЬ. Килĕ-çурчĕсем плант сарлакăшĕ, тăрăшĕ. IЬ. Çав кӳлĕ урлă каçсан, вара тата çĕнĕ плантсем пыраççĕ ĕнтĕ халĕ. К.-Кушки. Ĕлĕк плант илмелле пулсан халăха ĕçтермелле пулнă, вара тин лайăх плант панă.

прахăç

(-hы̆с'), отброс. || Лишний, негодный, заброшенный. Çĕнтерчĕ 57. Атте пула эпĕ çак çĕнĕ пурăнăçра çын пултăм.

рет

ряд, порядок. Магн. М. 91. См. ĕрет. Альш. Акă патша хĕрне речĕ-речĕпе исе çӳреççĕ, тет, анчах вăл пĕрне те юратман, тет. IЬ. Ку речĕ-речĕпе кала-кала панă. Он рассказал все по-порядку. Изамб. Т. Çаран валеçме пуçласан пухăва ретрен чĕнсе çӳремеççĕ. IЬ. Çав сулахай енче çуртсен хыçĕнче тата тепĕр рет (другой порядок изб). N. Выртни-çывăрни речĕ çук? N. Кунта тырă питĕ лайăх, кунта лайăх пуçтарма рет çук. || Строчка. Юрк. || Прием, срок. Н. Седяк. Вилнĕ çынна чăвашсем çулталăкра виç-тăват рет асăнаççĕ. N. Çултавлăк хакĕ 130 тенкĕ, хĕл каçа икĕ рет тӳлемелле: вĕренме пуçласан 65 т., çĕнĕ çулта 65 т.

рехетлен

радоваться, наслаждаться. Изамб. Т. Рехетленчĕ-çке! Юрк. Арăм, сăмавар лартса пар халĕ, атя, эпир те иксĕмĕр, çынсем пек, рехетленсе чей ĕçер. N. Рехетленсе пурăннă (савăнса, киленсе). Утăм 19. Пит те пит ыррăн, яр-р-р тăсăлса, рехетленсе выртать авă ял, çĕнĕ ял. См. раххатлен.

ай-хай

(аj-х̚аj), interj. approbantis, aut vebementius appetentis aliquid, aut aliquid conquerentis, междометие, выражающее одобрение, желание и жалобу. С. Дуван. Ай-хай хавас хĕр-сăри! — çулне иккĕ пулинччĕ! Ах, какое веселье этот девичий пир! — хорошо бы быть ему два раза в год! СТИК. Ай-хай, çав лаша пат шеплĕччĕ! — илеймерĕм. Ах, какая славная была лошадь! — не пришлось купить. Толст. Суккăрри пăрçа хăмăлĕсене хыпаласа пăхрĕ, тет те: „Ай-хай хутаçлă!“ терĕ, тет. Слепой пощупал стебли гороха и говорит: „Ах, какой стручистый!“ Халл. 29. Ку пăхса тăрать-тăрать те: „Ай-хай!“ тет. „Ку çыннăн аттисем вĕр-çĕнĕ япала пек; кăна хывса илсе тăхăнсан питĕрех те аван пулĕччĕ.“ Он смотрел, смотрел, и говорит: „Ах, какие новые сапоги у этого человека! Хорошо бы снять их и надеть на себя“ Т. VII. Ай-хай! манăн çăвара пĕр улми татăлса ӳкейинччĕ! Ах, если бы одно из этих яблоков оторвалось и упало мне в рот! Асан. Ай-хай, çавна тăваймарăм! Ах, как жалко, что мне не удалось этого сделать! Ст. Чек. Альш. † Ай-хай, тетеçĕм те йинке-çĕм! каламăр-ши пире те шух тесе? Ах, братец и невестушка! мы боимся, что вы нас обвините в неумении вести себя. Бишб. † Ай-хай, аттеçĕм те аннеçĕм! ытла хытă сăмах ан калăр: кăмăлăм çемçе, чăтас çук. Ах, батюшка и матушка! не убивайте меня суровыми речами: у меня нежное сердце, я не перенесу. || Aut diffi-dentis. Также выражает недоверие, сомнение. Б. Акса, Череп. Ай хай! тăвĕ-ши вăл? Едва ли он сделает (или: не верится, чтобы он сделал). || Interdum superlativi vim habet. Иногда имеет значение частицы усиления. Л. Кошк. Ай-хай, паян шăрăх-çке! Ах, как сегодня жарко! Ib. Ай-хай, кăçал йывăр килчĕ-çке! Ах, какой тяжелый нынче год!

аяк

(аjак), latus; pars; ripa; paries, бок; сторона, берег; стена. КС. Манăн аяк ыратать. У меня болит бок. Ib. Манăн аяк чикет. У меня колотье в боку. Изамб. Т. Кайсан-кайсан, эпир çул аяккинелле пăрăнакан (лучше: пăрăннă) икĕ лаша йĕре куртăмăр. Проехав некоторое расстояние, мы заметили два лошадиных следа, которые шли в сторону от дороги. ЧП. Сирĕн пӳрт аяккинчен юр кайнă. Снег, лежавщий у вашей избы, сошел. КС. Хыт çĕрте выртса, аякăм (i. q. аяккăм) хăпарса туххăр пуль. От лежания на жестком у меня, наверное, бока распухли. Çырманăн ку аяккинче, на этой стороне оврага; çырманăн леш аяккинче, на той стороне оврага. Букв. 1908, 16. Çав турпас татăкĕсене купаласа, вĕсем пӳрт тунă. Малтан аяккисене купаланă, унтан тăррипе тунă. Из этих обломков щепок они склали избу. Сначала склали стены, а потом сделали крышу. || Huius nominis tertius, quartus quintnsque casus adverbiorum more longinquitatis significandae causa usurpantur. Дат.-вин., местн. и исходн. падд. этого сущ. также употребляются в значении. наречий, означающих отдаленность. Аякка, longe, procul (eum locum significat, quo aliquis iter faciat), в сторону; далеко (указывая направление действия); аяккарах, longius, remotius (turn quietera, turn motum significat), дальше в сторону; подальше (означая как направление, так и место действия); аяккалла, locum remotiorem versus, в сторону; аяккарахра, in loco remotiore, подальше (на вопр. где?); аяккарахран, ex loco remotiore, из более отдаленного места; аякра, longe, procul (locum denotat, ubi aliquid sit vel fiat), далеко, вдали (указывает место действия); аякрарахра, longius (locum, ubi aliquid sit vej fiat, sign.), подальше (на вопрос где?); аякран, a longinquo, e longinquo, издали; аякрарахран, ex loco remotiore, более издали, из более отдаленного места. || Hue adiectiva pertinent, ab iisdem adverbiis derivata. Сюда относятся и прилагательные, образованные от этих наречий. Аякри, longinquus, remotus, дальний; remotiore loco orinndus, дальний (т. е. родина которого далеко); аякрисем, remotiore loco orinndus vel oriundi (utriusque numeri vim habet; v. Оп. чуваш. синт. § 59), дальний по происхождению, родина которого далеко (имеет значение как ед., так и мн. ч.); аяккарахри, аякрарахри; аяккараххи (hoc absolute tantummodo usurpatur), remotior; e remotiore loco oriundus, более дальний; происходящий из более отдаленного места. Аяккараххи употребляется только во 2-й форме, т. е. без определяемого имени; аяккалли (аjаккаλλиы), ulterius situs, ulterior, находящийся по паправлению в сторону от чего-либо или далее чего-либо. КС. Вăсем аякка кайнă. Они ушли далеко, т. е. в отдаленное место. Ib. Вăсем ялтан аякка-а (аjаккŏ) кайнă та, тапратнă тавлашша чупмашкăн. Они отошли далеко (усиление) от деревни и начали бегать взапуски. ЧС. Ĕнтĕ кăшт аяккарах кайса тăтăм. Тут я отошел несколько подальше (или: в сторону). Ib. Вĕсенчен аяккарах (i. q. аяккарахра) пĕр пысăк сысна кĕтĕвĕ çӳренĕ. В стороне от них паслось стадо свиней. Ст. Чек. Унтан аяккарах каймалла. Надо итти несколько дальше того места. Ib. Вăл тата аяккарах. Это ее дальше. КС. Вăсем ятлаçма тапратрĕç те, эп шурăм аяккалла. Они стали браниться, и я отошел всторону. Ib. Вăл ялтан аяккарахра тепĕр ял пур. Несколько в стороне от этой деревни есть другая. Ib. Эс арăмна аяккарахран ил. Ты возьми жену из более дальней местности. Ib. Эс аяккарахранах çавăрнса кил-ха. Ты уж сделай более далекий обход (или: обьезд; -ах выражает настойчивость или большую отдаленность). Ст. Чек. Тула аяккарах кайса лар. Усядься за нуждой (exonera alvum) подальше (от нас). Т.-И.-Шем. Унтан, вутне (улăмне) чĕртсе ярса, хĕвеле хирĕç виçĕ хут купăс каласа, алă çупса, ташласа, вут тавра çаврăнаççĕ: малтан аяккарахран çаврăнаççĕ, иккĕмĕш хут вут çывăхĕнчен çаврăнаççĕ, виççĕмĕш хут вара, вут çумĕнченех çаврăнса урисемпе ташласа таптаса, вута сӳнтереççĕ. Потом зажигают солому и трижды обходят вокруг огня, против солнца, с пляскою, играя на скрипке и хлопая в ладоши. Сначала они обходят держась подальше от огня; во второй раз — близко к огню, а в третий — около самого огня, при чем пляшут и ногами затаптывают костер. Альш. Йăран-йăран купăста, йăранĕ хушши аякра. Целые гряды капусты, на широком расстоянии одна от другой. Вĕсем (пит) аякра пурăнаççĕ. Они живут (очень) далеко | Меtaphor. Переносно. Крат. раз. 28. Кирек мĕнле çылăхран та аякра тăрать. Он далек от всякого греха. | Ст. Чек. Кăшт аякрарах пулĕ. Вероятно, это будет подальше. Кошк. Вĕсем вăл шертепе ăна аякран тĕртсе ярас тенĕ. Они хотели столкнуть его этою жердью издали (в воду). Т.-И.-Шем. Тrans. Малтан пынă чухне евчи хĕр ашшĕпе амăшне тӳрех каламасть, аякран пуçласа, çавăрса илсе, калать. В первое посещение сватун не сообщает родителям невесты о целях своего посещения прямо, а начинает свою речь издалека. Радон. Мăнастир патĕнчен иртсе каякан çĕнĕ çулпа кайман, мăнастиртен аякрарахран иртсе каякан кив çулпа тӳрĕ кайнă. Он не пошел по новой дороге, которая шла около монастыря, а пошел прямо, по старой дороге, проходившей несколько дальше от обители. || Альш. Аякри пуян пулса килеççĕ, тет те кусем (= кĕсем), хĕре килĕшеççĕ, тет. Они приехали, приняв на себя вид дальних богатых людей, и сосватали девушку. Эсĕ ăçтисем? — Аякри (или чаще: аякрисем). Ты откуда? (или: ты откуда будешь? ты чей такой будешь?) — Я дальний. Ст. Чек. Эпĕр, ачам, аякрисем пулатпăр. Мы, дитя мое, дальние (т. е. наша родина далеко). Ст. Чек. Ялтан аякрарахри (или: аяккарахри) хурăнсене касса пĕтернĕ. Те березы, которые росли подальше от деревни, все срубили. Ст. Чек. Пиртен чут аякрарахрисем выçăпа та аптăранă. Те, которые живут немного подальше от нас, даже голодали. Череп. Эпир, аяккараххисем, çавăнтах юлаттăмăр. Мы, более дальние (т. е. у которых родина была дальше), оставались тут же. Ст. Чек. Унтан аяккараххисем килĕнчен малтан тухса карĕç. Те, которые живут подальше (названного места), выехали из дома раньше. КС. Унтан аяккаллисене кунтарах исе хурăр. Те, которые (лежат) дальше его (ее), положите сюда поближе. Ст. Чек. Унтан аяккаллисене выçлăхра тырă параччĕç (i. q. паратьчĕç). Более дальним раздавали во время голода хлеб. N3. V. айăк.

алă виттĕр тухмалла выляни

(вм. выл’νиы), ludus quidam puerorum et puellarum, назв. игры. Ст. Чек. Ачасемпе хĕрсем алăран-алла тытăнса карта тăваççĕ. Ачасенчен икĕшĕ, ачасем нумай пулсан виçешĕ, кĕтӳçĕ пулаççĕ; икĕше е виçĕшĕ карта варрине кĕреççĕ те, алă айĕнчен картаран тухса кĕме майласа çӳреççĕ. Кĕтӳçисем вĕсене сыхласа çӳреççĕ. Карта ăшĕнчисем çта пыраççĕ, кĕтӳçисем те çавăнта çитеççĕ. Алă виттĕр тухса кĕрекенсем пурте карта тулашне тухсассăн кĕтӳçисем ĕлкĕрейсен тытаççĕ. Тытаймасан тухса кĕрекенĕсем вара хăйсен вырăнне тăраççĕ, тухса кĕме вĕсемпе çумлăн тăраканĕсем карта ашне тухса кĕме кĕреççĕ. Тухса кĕрекенсенчен пĕрне карта тулашĕнче, тухса кĕнĕ чух, тытсан тухса кĕрекенсем пурте кĕтӳçĕ пулаççĕ. Кĕтӳçисем карта варрине кĕрсе тухса кĕреççĕ. Тухса пурте кĕрсен çĕнĕ кĕтӳçсен вырăнне тăраççĕ, пурте тухса кĕреймесен каяллах кĕтӳçе тухаççĕ. Хĕр-ачасем ни кĕтӳçĕ, ни тухса кĕрекенсем пулмаççĕ. Арçын ачасем кăна выляççĕ, хĕр-ачисем çимĕк сăвви калаççĕ. Хăшĕ кĕтӳçĕре пит нуммай чупат. Мальчики и девочки схватываются за руки, образуя непрерывную цепь или круг. Двое из детей, — а если играющих много, то трое, — становятся пастухами, а двое или трое выходят на средину круга и стараются выйти из него и войти опять, прошмыгнув под соединенными руками играющих. Пастухи стерегут их, и, куда бы они ни сунулись, туда же подоспевают и пастухи. Когда все играющие, находящиеся на средине круга, выйдут из него наружу, то пастухи, если успеют, ловят их; а если не успеют, то на место их (т. е. тех которые выбегают из круга и опять вбегают в него) выходят их ближайшее соседи по цепи, а они сами становятся в цепь, на свои прежние места. Если пастухам удается схватить одного из выбежавших из круга, то последние все становятся пастухами, а пастухи занимают их место на средине круга и начинают в свою очередь выбегать из него и вбегать обратно. Когда таким образом все они сумеют выбежать из круга и вбежать в него, то становятся (в цепь) на место новых пастухов; если же все они этого сделать не успеют (и один из них будет пойман), то они опять превращаются в настухов. Девочки деятельного участия в игре не принимают, и все время стоят в цепи и поют семиковые песни. Иному приходится быть пастухом очень долго.

ал татмалла выляни

(ал т̚атмала выл’аνиы), ludus puellarum, cuius ludendi causa in orbem consistunt. СТИК. „(В эту игру) играют в хороводах девки, стоя кругом и образуя кольцо“. || In Ст. Чек. еt Çĕнĕ-Кипек aliter luditur hoc modo. Ubi duo ludentium ordines iunctis manibus inter se contrarii constiterunt, facta sortitione, utri ludi initium faciant, singuli ex acie procurrunt, ut perrupto adversariorum ordine singulos eos quasi captivos secum abducant, quo suorum numerum augeant. В Ст. Чек. и Çĕн-Кипек играют иначе. Çĕн-Кип. Ал татмалла вылянă чухне пурте, кам выляс-тиекен, икĕ пай çине (lege: пая) уйăрлса тăраççĕ. Унтан çав икĕ пайсем икĕ çĕре, алран-ал тытса карталанса тăраççĕ. Унтан пĕр картинчен пĕр ачи тухать те, тепĕр картин икĕ çынăн тытăçса тăракан аллисем çине чупса каять. Унта вара вăл çав аллисене е уйăрса (татса) яриять, е лешсем хытă тытса тăнă пулсан, уйăрса яримаçть. Уйăрса ярсан, вăл хăйне пĕрле çав аллисене татса янă ачасенчен пĕрне çавăтса каять. Уйăрса яриман пулсан, хăй вĕсем хушшине тăрса юлать. Çапла вара вăййине пăрахачченех пĕр картинчен тепĕр картине чупса выляççĕ. Играющие разделяются на две партии, которые встают одна протав другой („в одно место“), схватившись руками и образуя два непрерывных ряда. Из одного ряда выходит мальчик и бежит, чтобы разорвать противоположную цепь. Если это ему удастся, он уводит с собою одного из тех, руки которых ему удалось разъединить; если же нет, то он сам встает между ними (в их цепь). Так играют, перебегая от ряда к ряду, пока не бросят игру. Ст. Чек. Çапла хире-хирĕç икĕ ĕрете алла-аллăн хытă тытăнса тăраççĕ. Укçапа е патакпа хăш ĕретĕ малтан чупмаллине пĕлсен ĕретĕн сылтăм енчи çынни чупат; вăл — хăне хирĕççипе ун çумĕнчи алла-аллăн тытăнса тăраççĕ, çавна татмалла. Тытсан татнă ĕретрен пĕрне илсе килет, татаймасан çав ĕрете хăй юлат. Таким образом (как будет показано на помещенном ниже чертеже) играющие встают в две цепи, одна против другой, крепко схватившись за руки. Когда бросят при помощи монеты или палки жребий о том, которому ряду бежать первому, бежит крайиий с правой стороны и старается разорвать цепь, образуемую рукою того, кто стоит насупротив (он будет крайним в противоположном ряду) и того, кто стоит рядом с последним. Если ему удастся сделать это, он уводит одного из цепи противников с собою, а если нет, то сам встает в их цепь. Ib. Хĕр-акасемпе ар-çын ачасем алăран алла тытăнса икĕ ĕрет хире-хирĕçĕн тăраççĕ. Хăш ĕретĕ вăйă пуçлассине пĕлме укçа пусан пĕр ĕретĕ ерул енне, тепĕр ĕретĕ ришкă енне йышăнат; укçа пулмасан патак, пĕр ĕретĕ патакăн пĕр пуçне, тепĕр ĕретĕ тепĕр пуçне йышăнат; укçанăн хăш майĕ çӳлелле, патак хăш пуçĕпе тăрăнса ӳкет, çав ĕретĕ вăйă пуçлат. Вăйă пуçлакан ĕретĕн сылтăм енче тăраканĕ алла-аллăн тытăнса тăракансенĕн аллисене татасшăн хытă чупса пырат. Аллисене татсан — алла-аллăн тытăшса тăракансем аллисене хытă тытса тăраççĕ — иккĕшĕнчен пĕрне хăй ĕретне илсе кайса сулахай енне тăратат. Аллисене татаймасассăн хăй çав ĕретĕн сылтăм енне кайса тăрат; вара ку ĕретрен чупма пуçлаççĕ, — татсан вăл чупакан ĕретренех чупмаллаччĕ. Çапла пурте чупса тухсан вăйă пĕтереççĕ. Девочки и мальчики берутся за руки и становятся в два ряда, из которых один стоит против другого. Чтобы решить, кому начинать игру, мечут жребий: если есть монета, то монетой, при чём один ряд мечет на орла, а другой на решетку (решку, плату), а если монеты не случится, то — палкой, и тогда один ряд берет себе одан, а другой — другой конец палки. Которою стороною упадет монета или которым концом ткнется брошенная палка, тому ряду и начинать. Тот, кто стоит на правом конце ряда, начинающего игру, старается разорвать с разбега противоположную цепь. Если ему удастся разорвать эту крепкую цепь, то одного из пары он уводит в свой ряд и ставит его на девую сторону; если же нет, то он сам встает на правую сторону этого ряда, и тогда бежит уже этот ряд. Если бы бегущему удалось разорвать цепь, то очередь бежать осталась бы за его рядом. Когда таким образом сбегают все, игра оканчивается.
[Ӳкерчĕк]
Стюх. † Айта, Марье, сар Марье, ал татмалла вялар-и? Пойдем, Марья, русая Марья, играть в игру ал татмалла?

алă тыт

(т̚ыт), prehendere alicuius dexiram, здороваться (или прощатьея) за руку, брать за руку. Ст. Чек. Алă тытса тухрăм. Я поздоровался со всеми за руку. БАБ. Пурте çĕлĕк илсе алă тытса тухрĕçĕ, тет. Все они сняли шапки и поздоровались с ним, один за другим, за руку. Альш. Юлташсемпе-пĕлĕшсемпе алă тытса уйăрăлтăмăр. Мы попрощались с товарищами и знакомыми за руку. Сбор. мед. Вăл çын пĕр пĕр сывă çынпа алă тытсассăн, унăн чирĕ сывă çыннăн алли çумне те çыпçăнса юлать. Если он поздороваетея за руку с здоровым человеком, то его болезнь пристанет и к руке последнего. Альш. Çĕнĕ çын „шыв пуçласа“ килсен çав ăсса килнĕ шывĕпе яшка çакса яшка пĕçерсе парать. Яшка пиçсен, антарсан аратнисемпе пуринпе те виçшер кашăк шӳрпе сыпать; „алă тытса пыр çиес“ теççĕ çавна. Когда молодая придет с речки, куда она пошла впервые за водой, она варит на этой воде похлебку. Когда похлебка поспеет и ее разольют, она выхлебывает с каждым из своих родственников по три ложки похлебки; это называется „поесть, подав друг другу руку“. (В другом месте рукописи о том же обряде сказано: „Çакна: алă тытса пыр çинĕ, теççĕ“.

алăк

(алы̆к), ianua, porta а, дверь; ворота. Якей. Алăка ан тăр. Не становись в дверях. Ib. Алăкне уç, вăлсам кĕччĕр. Отвори дверь, пусть войдут. Ib. Эп алăк питĕртĕм, вăлсам ан кĕччĕр тесе. Я запер дверь, чтобы они не вошли. Ib. Эп алăк питĕрсе, вăл кĕримĕ. Я запер дверь, он не сможет войти. ЧК. Пире анне алăка уçса ăсатса ячĕ. Мать отворила нам дверь и проводила нас. Истор. Славянсем пӳрчĕсене темиçе алăк кастарнă. Славяне прорубали в своих избах несколько дверей. Собран. 59. Тухсан та кĕрсен те алăка хупса çӳре. И при входе и при выходе всегда затворяй за собою дверь. ЧС. Алăкран тухсан алă тĕслĕ ăс кĕрет. Когда выйдешь из дверей (дома), то мысли (под разными влияниями) изменяются. (Послов.). Изамб. Т. 102. Урай каштинчен пĕр-ик йĕрке çӳлте алăк касаççĕ. Венца на два выше переруба прорубают дверь. Ib. 102°. Чӳрече, алăк янаххисене лартсан, кăмака хыси (хыиы) тусан, сакăсене тусан вара: „Ăста çĕнĕ пӳрте алăкне хупса тухса кайрĕ“, теççĕ. Когда будут вставлены окна и дверные косяки, а также устроен маленький сруб, на котором кладетея печь, и лавки, то говорят; что „мастер (плотник) затворил дверь в новую избу и ушел“ (т. е. изба готова). Чăвашсем, 8. Юмăç алăкне нумай тапратрăмăр. Немало ходили мы к йомзям. Альш. Ĕлĕкрех кĕрӳшне алăк патне чаршав карса лартаччĕç (i. q. лартатьчĕç), теççĕ ватăраххисем. Люди постарше говорят, что прежде жениха сажали у двери, за („повесив там“) занавес. ЧП. Вĕрене курка — сар курка, алăран-алла çӳретĕр, алăк патнелле ан ярăр. Пусть желтый кленовый ковш ходит из рук в руки, но не передавайте его (по направлению) к дверям. Собран. 199°. Хурт-кăпшанкă тапранат, ылттăн алăк уçăлат. (Сĕлĕ шерепи тухни). Начинают шевелиться насекомые (не летающие), отворяется золотая дверь. (Загадка: появление метелки у овса). Актай. Пĕр килемине кăвапинчен туртса кăларап. (Алăк). Одну старушку я вытаскиваю за пупок. (Загадка: дверь). N. Вăл мĕскĕн алăк панчен тĕпелелле пĕре те иртмеçчĕ (т. е. иртместчĕ). Он, бедный, никогда не проходил в перед избы, а все сидел у дверей. Якей. Алăкра ан тăр. Не стой я дверях. Альш. Алăка пырса тăчĕ. Встал в дверном пролете (т. е. на пороге). Ib. Алăкра тăрать. Стоит в дверном проеме (т. е. на пороге). Якей. Çак алăка çӳрене чох хопса çӳрес полать. Надо затворять эту дверь, когда ходишь. Панклеи. Лаша тӳрех хайхи хĕр патне отать. Херĕн молча пак пӳрчĕ патне çитсен алăкĕнче кокальтяма тапратать. Лошадь прямо идет к выщеупомянутой девушке. Подошедши к ее избе, похожей скорее на баню, она начинает рыть копытом у ее дверей. С. Александровское. Алăкăнче (i. q. алăкĕнче) хуралçăсем хурал тăнă. У дверей стоял караул. Шевле. Чӳк тунă чух малтан алăка уççа алăк патнелле пăхса пĕтĕм турра асăннă. Мулла калпакне хул айне хĕстерсе, аллинче çимĕç тытса тăнă; унпа пĕрле ыттисем те хăш чухне мĕн çимĕç те пулин тытса тăнă. Алăк патнелле пăхса кĕл-туса пĕтерсен тин тур кĕтессинелле пăхса сăх-сăхнă, унччен сăх-сăхман. Во время моления сначала отворяли дверь и, обратавшись лицом к двери, молились поименно всем богам. Лицо, произносившее молитвы, затыкало шанку подмышку и держало в руках кушанье; вместе с ним стояли и остальные, иногда также держа в руках какое-нибудь кушанье. Лишь по совершении молитвы лицом к двери, они обращались лицом к красному углу (к тяблу) и крестились; ранее этого они на себя креста не клали. Альш. Пуп алăкран кăна пĕр-ик виçĕ сăмах калатьчĕ, тет, турăшсемпе-мĕнсемпе килсен. Когда священник приходил с иконами и п., то, говорят, ограничивался тем, что скажет слова два-три в дверь и уйдет (т. е. даже и не входил в избу). Альш. † Çак ялсенĕн ачисене алăк хыçне хĕсрĕмĕр. Парней из этой деревни мы вытолкнули за дверь (скорее: прижали за дверью). Якей. Алăк хошшине ан пол. Не попади (рукою или ногою) между дверью и косяком, (т. е. не прищеми их). Ст. Чек. Йăттăн хӳри алăк хушшине пулнă. Собаке прищемило хвост дверью. Ст. Чек. Мĕн алăк виттĕр калаçса тăран? — пӳрте кĕр. Что ты разговариваешь через (приотворенную) дверь? — взойди в избу. Ib. Акка патне хăнана карăм та, алăк виттĕр калаçса тăрат манпа, пӳрте те кер темес. Те хунь-ашшĕнчен хăрăт мана чĕнме. Я пошел в гости к старшей сестре, а она стала у двери и разговаривает со мною через (приотворенную) дверь: даже в избу не зовет. Не знаю, свекра, что-ли, она боится (и потому не решается) позвать меня. КС. Ма алăк виттĕр калаççа тăратăн? Зачем ты разговариваешь через затворенную дверь? Бугурусл. Эпĕ алăк çине улăхрăм. Я залез на ворота (на гумне). Якей. Алăк уççа хопса тăрать. Служит привратником или: временно заменяет его. Ib. Он мĕн пор ĕçĕ те алăк уççа хопасси анчах. Все его дело заключается в том, чтобы отворять и затворять дверь. Eadem vox postpositionibus „урлă“ е! „çи“ coniuncta limen inferum et superum significat. В соединении с послеслогами „урлă“ и „çи“ это слово часто означает порог и притолоку. Шурăм. 26. Алăк урлă шалалла пăхатăп. Смотрю через порог (т. е. через отворенную дверь) внутрь комнаты. Пуп алăк урлă каççанах хай чирлĕ карчăк сиксе тăнă та, пупа мăйкăçпа çаклатса та илнĕ. Как только поп перешагнул через порог, — упомянутая выше больная старуха вскочила и живо захлеснула его за шею удавкой. КС. Ма алăк урлă калаççа тăратăн? — шала кĕрсе калаç. Почему ты говоришь через дверь (или: через порог)? — ты войди для разговора в избу. См. выше „алăк виттĕр“. БАБ. Алăк урлă вырттарса тапмалла. Надо пинать, положивши через порог. Альш. Алăк урлă каçаймас. Не может перешагнуть через порог. КС. Алăк çанче ларать. 1. Сидит на пороге. 2. Сидит на полотне двери. Ib. Ача алăк çине хăпарса ларчĕ. Мальчик залез на полотно двери. Срав. Ib. Алăк тăрăнче (Iеgе: тŏрнџ̌э, ехtrita ŏ littera, i. q. тăрринче) сала-кайăк ларать. На притолоке двери сидит воробей. Турх. Алăк çине пусса кĕрет. При входе ступает на порог. Срав. N. Чир ересрен алăк çине пилеш, тал-пиçен, тимĕр хураççĕ; апла тусан чир ермест, шуйттан та хăрать, т. е. для предупреждения болезни и отогнания чорта кладут на дверь рябину, татарник и железо. Л. Кошки. Алăк çине ан лар, хурт тухса каят. Не садись на порог, пчелы улетят. Череп. Алăк çине ан тăр. Не вставай на порог. (Срав. чӳрече çине, на окно, т. е. на подоконник). Цив. Алăк çинче ларать. Сидит на пороге. Альш. Чăхха алăк çине хурса пусрĕ. Он заколол курицу на пороге. Ib. Мĕн алăк çинче ларан? Что ты сидишь на пороге? Jn dialecto Альш., si G. Timofeievio credimus, „aлăк урлă“ earn rei positionem significat, cum iuxta limen inferum posita est in longitudinem eius porrecta, sin autem in ipso limine transverse sit collocata, non „алăка (алы̆га) урлă“ dici solet. В Альш. „алăк урлă“ говорят о вещи, которая лежит поперек двери, т. е. около порога, но параллельно ему; если же она лежит поперек порога, т. е. пересекая порог, то говорят не „алăк урлă“, а „алăка урлă“.

ана

(ана), ita appellantur singulae partes agrorum, modicae magnitudes, limitibus tenuissimis disterminatae, загон, полоса пахотной земли в поле. Микуш. Çӳлти ана çине (сначала было написано: „çӳлĕ ту çине“, потом зачеркнуто) сĕлĕ акрăм хура лаша кăмăлĕшĕн. Ради удовольствия вороной лошади я посеял овес на нагорном загоне (Ст. Чек. ту çинчи ана çине) ЧП. Пирĕн ани çула тăрăх... ани ухват палличче. Наш загон расположен вдоль дороги.... знак (тамга) загона — ухват. ЧП. Арçын алли тивмесен ана çийĕ хуралмĕ. Если мужчина не приложит своего труда, то загон останется не вспаханным. Султангул. † Çула тăрăх анăра çӳллен тулă акаттăр. На вашем загоне, который тянется вдоль дороги, вы каяждый год сеяли пшеницу. Хып. 06, № 2. Эпир мĕнле те пулса ана шучĕ ытларах акма тăрăшатпăр. Мы стараемся, по возможности, засеять побольше загонов. (Выражение неудачное). N. Çавăнтан Илия йăвăççам çăлса пăрахса Атăл çине ана турĕ, тет те, вилчĕ, тет. Потом Илья накидал на Волгу деревьев, вырывая их (с корнем), сделал на ней (точно) поле и умер. || Frumentum in ана satum. Также хлеб, посеянный на загоне. N. Вĕсем унта кайнă чух ана пĕте пуçларĕ. Когда они туда шли, загон стал приходить к концу (его стали дожинать). Ib. Ана пĕтерчĕç, юлашки кĕлтесене пысăкрах турĕç. Кĕлте (не) пĕчĕккĕ тусассăн килес çул тырă начар пулать. Сжали загон. Последние снопы сделали побольше. Если сделать маленькие снопы, то на следующий год будет плохой урожай. || Modus agri alia apud alios mensura. Также земельная мера, неодинаковая для разных местностей. Ана = 2000 кв. с. (Череп.), 1800 кв. с. (Бакырчи). Череп. Тутерем= 1/4 ана, çур-пилĕк = 1/2 ана. Чертаг. Ана — 10 чалăш сарлакăш, тăршшĕ 80. Ана — площадь в 10 сажен ширины и 80 саж. длины, т. е. 800. кв. саж. Магн. 44. „Пахотная земля для душевых наделов у чуваш, во 2 м стане Чебоксарского уезда, дробится 1) на сьор-билик [т. е. çор-пилĕк], по-татар. зярым биш [т. -е. џарым бiш], в 8 шагов ширины и 10 веревок в 10 сажеy (100 сажен) длины; и 2) тваткал [т. е. тăваткăл] — в 20 квадратных сажен (в деревне Туганашевой). 4 тваткала в деревне Малое Карачево (Сядырга) составляют сьор-билик, 2 тваткала — хорах йиран [т. е. хăрах йăран], 8 тваткалов — ана — загон (по-татар. зирь [т. е. џiр]). Мерой надела большею частию служит сьор-билик, реже (в некоторых деревнях Аттиковского прикола) — тваткал“. То, что здесь поставлено в кривые скобки, прибавлено мною. N. Пирĕн Шупашкар уясĕнче [scr. уясре!) виçе ятпа пĕр анаран кĕлтçеç иртет. Ана — десятина. У нас, в Чебокс у. на три души приходится один загон с небольшим. Загон равняется десятине. КС. Ана — 2/3 десятины, çур-пилĕк — 1/3 дес, чĕрĕк — 1/6 дес, уçмушкă (ус’мушкы̆) — 1/12 дес. Орау. Анан тăршшĕ (длина) — 120 чалăш (120 саж.), урлăшĕ (ширина) — 10 чалăш (т. е. 1200 кв. с), Ib. Анан çуррине çур-пилĕк теççĕ (1/2 ана назыв. çур-пилĕк). Анара тăват черек (т. е. ана = 4 чĕрĕк). Вута-б. Ана = 5×100 (или×120) кв. саж.; çур-пилĕк = 1/2 ана. Питуш. Ана = пĕр авăнлăх; хăрах йăран = çор авăнлăх (ползагона). Изамб. Т. Теçеттинере виç çур-пилĕк. Çур-пилĕкре ик тӳтрем. Теçеттинере ана çурă. Анара тăватă тӳтрем. В десятине (длина 160, ширина З0 саж.) три „çур-пилĕк“. В „çур-пилĕк“ два „тӳтрем“. В десятине полтора „ана“. В „ана“ четыре „тӳтрем“. В д. Якейкиной, Шуматов. вол. Ядрин. у., „ана“ — 1/3 десятины, „çор ана“ (иначе: çор авăнлăх) — 1/6 десятины, „ана çорă“ — 1/2 десятины. Якей. Эп паян ик ана турăм. Сегодня я вспахал 2/3 десятины. Ib. Ик лашапа пилĕк ана туманни мĕн вăл! Как это не вспахать на двух лошадях 12/3 десятины! Альш. Аслă çул килет Пăваран Çĕнĕ-Пăрăнтăка тӳп-тӳрĕ. Пирĕн çĕрсене вара кунта çав аслă çула пăхса виçис. Аслă çула маййăн та, ăна урлă маййăн та хирте пулуссасем тунă: пĕр хăлаç пек акман çĕр хăварттарнă. Вăл пулуссасем аслă çула маййăннисем аслă çула маййăн тӳп-тӳре каяççĕ; урлисем кунталла май тӳп-тӳрĕ анаççĕ. Хирте вара çапла куç-куç пулса тăрать акмалли çĕр. Вăл куçсенĕн пĕр майĕ 150 хăлаç, тепĕр майĕ 160 хăлаç, теççĕ. 160 хăлаçлă енне сакăр анана уйăрнă: анан сарлакăшĕ 20 хăлаç пулать вара, тăрăшшĕ 150 хăлаç пулать (150×20 = 3000 кв. саж.). Вăл анасем кăнтăрланалла пуçăн. Аслă çул хĕрринчисем аслă çула пуçăн вара. Пĕрринне кăна путрав ан пултăр тесе тунă, тет, ăна. Ял çывăхĕнчисем, çемлемер виçсе хăварни, ыттисем пекех; çерем кастарса халăхпа тара панисем апла мар: унта темиçен илеççĕ те, епле килнĕ, çапла тăваççĕ.... Елшелинче ята виçĕ хирĕнче те виçĕ тӳтрешкешер çĕр тивет, теççĕ; ятне 548 ят теççĕ пулас ялта. Анара икĕ çур-пилĕк хисеплеççĕ, çур-пилĕкре икĕ тӳтрешке хисеплеççĕ; тӳтрешкере пилĕк хăлаç. Большая дорога в новые Бурундуки идет совершенно прямо. Сообразно ее направлению у нас размерена и земля. В поле наделаны полосы, как в направлении большой дороги, так и эй наперерез, т. е. оставлены прогалы незасеянной земли, имеющие около сажени в ширину. Те полосы, которые тянутся соответственно направлению большой дороги, идут совершенно прямо, согласуясь с ее направлением; те же, которые идут ей наперерез, спускаются совершенно прямо по направлению сюда, в эту сторону. Таким образом в поле образуется ряд клеток пахотной земли. Одна сторона такой клетки, говорят, равняется 160 саж., а другая 150 саж. Сторона в 160 саж. разделена на восемь загонов, так что в ширину загон имеет 20, а в длину 150 саж. (150×20 = 3000 та. саж.). Эти затоны направдены одним концом к югу, Те из них, которые лежат по краям большой дороги, обращены концом к дороге. Говорят, что это сделано с тою целью, чтобы в случае потравы не страдал только кто-нибудь один. Загоны, прилегающие к деревне и нарезанные землемером, совершенно такие же, как и остальные; те же, которые отрезаны на нови и сданы в аренду обществом не таковы: там снимают землю несколько человек и распределяют ее так, как им придется. В Альшееве, говорят, приходится на душу в трех полях по три тӳтрешке земли; наделов в деревне, кажется (как говорят), 548. В загоне считают 2 çур-пилĕк, в çур-пилĕк два тӳтрешке; тӳтрешке имеет в ширину 5 саж..

ананкă

(анаҥгы̆), i. q. ананнă. Ст. Чек. Ананкă! çĕнĕ кĕрĕк тăхăннă вăл! Чорт возьми! он надел новый полушубок!

çĕнĕ анне

(с’э̆н’э̆), noverca (mea), moh Maqexa. Prioribus dumtaxat a nuptiis mensibus ita appellatur. Так называют ее в первые месяцы. В прочих лицах: çĕн(ĕ) аннӳ, çĕн(ĕ) амăшĕ. V. Çĕнĕ атте. Ст. Чек. Ман çĕнĕ аннерен пĕр шăллăмпа икĕ йăмăкăм пур. У меня есть от мачехи один брат и две сестры. В Орау. Употр. и в непочтительном смысле.

кай

(каj), итти, пойти; уйти; ехать; бежать; катиться; подвигаться вперед. К.-Кушки. Ăçта каятăн (ăçта каян)? Куда идешь? IЬ. Ăçта кайрăн? Куда ты ходил? (Откуда ты идешь?). СТИК. Ăçта кайнă-ши ку? Куда это он ходил? IЬ. Ăçта кайнă иккен ку! Куда, чай, он ходил! Бур. † Хĕл-хĕл кайăк хĕл кайăк, хĕл хĕллесе кайсари, ылттăн-кĕмĕл çăмарти йăвине тăрса юлсари. (Сарана). Шурăм-п. № 18. Чăнах та тыр вырма каясшăннисем (желающие итти жать) нумай тупăнчĕç. Сред. Юм. Каятсăн, кай. Если хочешь итти, то иди. Янтик. † Тăваллах та каяр каймаллипе (т. е. быстрее), Кай(ă)ксар хăвине çитмелле. Сред. Юм. Кайсарĕ, кайсарăн, кайсарăр, кайсарĕç. (Различные формы от слова «кай», оставшиеся невыясненными). Янтик. Тем шырать ун патĕнче, кая тăрать ун патне (то и дело к нему бегает). N. Сторовă! Ан кай-ха (постой, остановись), лар çуна çине, калаçăпăр кăштах, терĕ. N. Эпĕр хамăр та çавнашкал — кĕр кайсах, çур килĕпĕр. || О неодушевленных предметах. Альш. Малалла вара тутар ялĕсем каяççĕ унта, Пăвана çитиччен. А потом все идут татарские деревни, вплоть до Буинска. Альш. † Пурт çумĕпе йĕр кайнă, епле маттур хĕр кайнă? || Итти по швам, распускаться (о шве), рваться. К.-Кушки. Сăкманăн çĕвви кайнă. Ст. Чек. Пасар таварĕ, пĕр çĕтĕлме тытăнин, лăй-лай каят вара (рвется). || Убираться, уходить. Ау 67. Кай, кай (араgite), юрру та аван мар иккен, кирлĕ мар! Сред. Юм. Эп кăвак кĕпе илес теп-ха. — Кай, çав кăвак кĕпене, тĕс каяканскере, çын илмĕ. («Кай» здесь показывает не отстранение от себя, а несогласие). || Выражает недоверие. N. Епле сывă çӳретчĕ, вилчĕ. — Кам? Крушша. — Кай! Вăл та вилни? || Притти в движение. Изамб. Т. Чул çĕклекеннипе (регулятор) армана хытă кайсан пусараççĕ. || Длиться. N. Çĕре, уйăрса илсе, сутма ирĕк парсан, нумаях каймĕ (такой порядок продержится недолго), каллех пĕтăм çĕре пуянсем ярса илĕç. || Сторониться. Цив. Кукша: кайăр унтан (сторонись!), тесе, вилес пек кăçкăрса пырат, тет. || Быть потрачену, быть употребляему. Çĕнтерчĕ З6. Емелĕ те ытларах кайрĕ пулас. || Остаться в памяти, в сердце. Самар. † Атьăр, аппа, выляма сивĕ çăл пуçне; сирĕнпелен пĕрле вылясан, каять ĕмĕр тăрăшшĕне. || Прославиться (на далекое расстояние). Юрк. † Çакă эпир выляни-кулни, каяймĕ-ши çичĕ ял урлă? || Иметь сбыт. Н. Яхушк. Ман тавар каймасть-çке-ха (не продается). М. Яуш. Япаласам кайса пĕтсессĕн (если бы распродались), çĕр сум парăтăмччĕ те.. || Проникать. О сохр. здор. Хушăсем тăррине авантарах тума тăрăшас пулать, унсăрăн çăмăр каять унта. || Войти в моду. Альш. Ку чухне хĕрлĕ-çутă кайнă ĕнтĕ кирек кама та. Теперь вошло в моду ярко-красное (о платье). || Быть в обращении. ССО. Вăл кайман укçа мар, каякан укçа, тенĕ. || Сыпаться (об искрах). Ск. и пред. 84. Ун çилĕлĕ куçĕнчен йăлтăр-ялтăр вут кайрĕ. || Умереть. Сред. Юм. Кайнă: 1) ушел; 2) помер (гов. в насмешку). || Полететь. Имен. Иван каларĕ: ман ухă питĕ хытă сасăпа карĕ, тет. || Обратиться. Альш. † Савнăях та тăванăмсене эп чуп-турăм: сурчăкăмсем кайрĕçĕ пыл пулса. IЬ. Ĕлĕк вăл Каша тутарĕсем тĕне кĕнĕ пулни, тет иккен те, унтан тата, пĕр вăтăр-хĕрĕх çул çапла çĕнĕ йĕркепе пурăнсан-пурăнсан, каялла тутара каяççĕ, тет. || Сходить (о снеге. пыли и т. п.). Юрк. † Хусан çулĕ, хура çул, хура тусан тăраят, пирĕн пит çумне çыпăçат, ĕмĕр питрен каяс çук, куçран куççӳлли типес çук, алăран тутăр каяс çук. Торх. Рамра юр кайсах пырать. На улице всё тает. || Линять. Пшкрт. Ку каякан йышши некак. Эта (материя), кажется, линяет. || Вскрываться (о реке, весной). Толст. Вазузă çуркунне ир тулса, ир каять. N. Ун чухне-ха çуркунне, шыв кайни те пĕр-икĕ кун анчах. || Гоняться. Толст. Эпир вĕсен хыççăн каяймăпăр. || Упасть пропасть, провалиться. N. † Çĕррĕм кайрĕ Сĕвене, тутăхмасăр ан илĕр. Мое кольцо упало в Свиягу; пока оно не заржавеет, не доставайте. Лашм. † Аслă шывсем тăрăх эп çӳрерĕм, сар туяçăм карĕ авăра (попала в омут). || Проходить (о болезни). О сохр. здор. Вăл чир (чесотка) час каять (при лечении). Трахома çакланасси вăл часах, каясса анчах час каймасть. || Гореть (о пожаре). Трхбл. Ял каять. Деревня горит. Ib. Ăшша кайнă çынсем, погорельцы. Якейк. Кĕçĕр хĕвеланăçăнче пĕр ял карĕ (был пожар). Сюгал-Яуш. Пĕтĕмпеле пилĕк кил карĕ ун чухне. Всего сгорело тогда пять дворов. || Разгораться. N. Кайрĕ. (Огонь в самоваре) начал разгораться. Альш. Каллах вăйлă кайнă. Каллах çӳле кайнă. (Лампа) опять разгорелась. || Выходить замуж. ЧП. Лупашкари вĕт турпас сикет, сикет — тухаймасть: леш кассенĕн хĕрĕсем каять, каять — каяймасть. Альш. Качча кайиччен (до выхода замуж) иккĕ-виççĕ каяяççĕ-и вара (едва ли побывают) хĕрсем хĕр-сăрие. Зап. ВНО. Каякан хĕртен шăпăр пытаннă. (Послов.). Сĕт-к. Каймалли хĕр, девушка, которая должна скоро выйти замуж. || Пропадать, исчезать. N . Унăн тутăхни кайса пĕтмен. С него не сошла ржавчина. О сохр. здор. Лайăх юн тĕсĕ кайичченех пĕçерес пулать (мясо). Н. Карм. † Ашăм çуннисем, ай, каймарĕ (жажда не утомилась). Изванк. Тата кĕлте кӳнĕ вăхăтра: тыррăн перекет кайтăр, тесе (чтобы пропало изобилие), капан çине кĕмĕл укçа пырса чикеççĕ. || Выстрелить (о ружье). N. Пăшал каймарĕ. Ружье дало осечку. || Раздаваться (о звуке). Чув. пр. о пог. 88. Чан сасси уçă (ясно) кайсан, уяр пулать, тет. || Употребляется в некоторых чувашизмах. Изамб. Т. † Хăй ятне хăй яракан кайрĕ ĕмĕр тăрăшне (т. е. ославился на век). Ст. Айб. † Хĕрсем пĕве кайнă чух (во время роста) сивĕ куçпа ан пăхĕр. N. Мишуткан яшки ун кăмăлне майнă. || В качестве вспомог, гл. Çĕнтерчĕ 35. Çапăнса кайса, сăвлăшсăр пулса хăрлатса выртать. Альш. † Приюм алăк — кĕленче ăлак, ан хуп хытă — çĕмрĕлет. Çĕмĕрĕлме кай, çунсах кайтăр, манăн çамрак пуç çухалат. Якейк. Паян библиотекăра ларарах карăм (засиделся). См. Оп. иссл. чуваш. синт. II, 46, 64 — 67.

кайăк

(каjы̆к), дикое животное; дикая птица; дичь; дикий. N. Чӳклемелле кун çунатлă кайăк пусаççĕ: хур ел кăвакал. (Во время моленья гов: «çунатлă кайăкăмпа» Вероятно, прежде приносили в жертву дикого гуся, почему и называют «кайăк»). N. † Çичĕ çунатлă кайăк çитнĕ çĕре çитет пулĕ салтакăн нушисем. СПВВ. ТА. Кайăк юн = кайăк йăви, гнездо. N. Ир тăракан кайăкăн сăмси шорă. Альш. † Шур каякăн çуначĕ çук: çавăнпа варманăн илем çук. N. Çунатлă кайăк вĕçнĕ пек аялалла юр вĕçтерет, саранча ушкăнĕ пек юр хĕвĕнçе анат. Чураль-к. Вĕт хăвара вĕт кайăк. (Пыйтă). || Зверь вообще. И. Седяк. Кайăк, зверь. Макка 22. Аслă вăрман хĕрне пытăр-а? Хура кăтра кайăксене куртăр-а? || Заяц. Юрк. Кайăк — мулкаç. Макка 21°. † Аслă вăрман хĕрне кĕрт хӳнĕ, шур кайăк тухса йĕр тунă. Альш. Çул урлă кайăк каçса кайсан, çул ăнмас (будет неудача). Юрк. † Кайăксем шуралса килнĕ чух, пурсуйăрсене ертсе ан тухăр. || Мышь. Шарбаш. Кайăк. Кошак шаши çынине корсан: кошак шăши тытнă, теме йорамаç, — каяк тытнă, тес полать. Ахальăн кошак шăши тытма пăрахать. (В данном случае мы имеем табу, т. е. словесный запрет названий животных. Слово «кайăк» является «падставным», вместо запретного «шăши»). «Кашкăра корсан: токмак те. (Здесь лежит идея замены запретного слова «подставным», с целью воздействовать на природу называемого зверя, ибо «токмак тесен кашкăрăн хӳри токмак пак йăварланать, тет»). || Дичь, как предмет охоты. Тараево. Старик кайăкра çӳренĕ чух пĕр ылтăн кайăк тĕк тупрĕ, тет. Панклеи. Ачин (парню), кайăкран (с охоты) тавăрнсан, молча кĕрмелле полат. Ib. Эп йăлăмра çичĕ çол кайăк патне çӳрерĕм (ходил на охоту), пĕр кайăк та тытмарăм. НАК. Кайăк хыççĕн çӳре (ходить за дичью). Пшкрт. Каjы̆к хыс’с’ы̆н с’ӧрӓ (охотигься). Ib. Каjы̆к пан’џан кизӓссэ̆н. Iв. Мана да изӓкаjы̆р каjы̆к патн’а (на охоту). || Насекомое. См. уй пăрçи. Сред. Юм. Кайăк — также насекомое (вообще). V.S. Кайăк — букашка. || Общее название, обьединяющее несколько схожих предметов. N. Сӳс тесе йĕтĕне те калаççĕ, кантăра та калаççĕ, сӳс — кайăк вал. || В переносном значении. Якейк. Пирĕн ялта кайăк порнать-ха, епле те полин тытса пĕтересчĕ она (вор, очень хитрый и ловкий, которого поймать трудно). СТИК. Хайхи кайăк сирĕн патăртах-и-ха? (напр. беглый и пр.) IЬ. Сирĕн çĕнĕ кайăк пур, темеççи? (о новорожденном «Выражает вообще что-то тайное, о чем не говорят открыто»).

какрашкалан

франтить, форсить. Орау. Çĕнĕ кĕпе тăхăнса, какрашкаланса çӳрет (чувствуя себя франтом).

капăртат

собраться быстро, производя стук ногами. Юрк. Тул çуталнă-çутăлманах хайхисем каллех кун патне капăртатса çитнĕ. Ib. Капăртатса тухса каяççĕ [со стуком ног)]. N. Капăртатса ӳксе пуççапаççĕ те, вара пусса пĕçереççĕ (стук от коленопреклонения нескольких людей). N. Капăртатса килсен... || Шуршать. КС. Çĕнĕ шупăрĕ капăртатса (или: кăпăртатса) пырать. Сред. Юм. Кивĕ атăллă çыннăн атти капăртатса пырать (о звуке от сапог из простого товара). || Щеголять. МПП. || Хвастаться. Рааs.

карла

(карла), шуметь. Ир. Сывл. 28. Çĕнĕ çăвăн пуçламĕшĕ килчĕ кунта карласа. Якейк. Çăмăр карласа килет. Надвигается с шумом градовая туча. Сам. 28. Çаралнă вăрманăн тăрри карлани хăнăхнă çынна кичем туйăнмасть. Н. Карм. Карласа çӳрет (ушкăнĕпе, нумайăн). Якейк. Типĕ вота Яланах карласа çонат (напр. в печи). Истор. Çавăнтах юн карласа тухнă. Ходар. Çапла вара вирĕм пуçламалли киле карласа каяççĕ (быстро, толпою). БАБ. Тата выльăхсем кĕтӳ-кĕтӳпе карласа çӳреççĕ пек (во сне). КС. Пирĕн ял çумĕнчен пĕр кĕтӳ карласа иртсе карĕ (скорое движение стада в одну сторону). Ой-к. Унтан, пĕртак тăрсан, виçĕ пуçлă çĕлен лашипа карласа килни виçĕ çухрăмран илтĕне пуçларĕ. Торп-к. Шу карласа юхса килчĕ, тет те, пĕтрĕ, тет, вут. || Также о громовом (?) смехе. Пир. Ял 1930, № 28. Пĕтĕм салра карласа кулаççĕ. [Карла — шуметь резко; кашла — шуметь вблизи (напр.. о шуме леса, ржи); шавла — шуметь смутно (напр. вдали); кĕрле — шуметь резко, реветь (напр., в бурю)].

кармаш

(кармаш), тянуться, вытягиваться, лезть за чем либо высоким, стараясь достать. N. Пирĕн çуртсем тăррине чăхсем хăпараççĕ те, кармашса, пĕлĕт çинчи çăлтăрсене пуçтараççĕ, иртнĕ каç пĕлĕт çинчи çăлтăрсене нуммай та хăвармарĕç. (Сказка). N. Утас уттине те таçта сиксе ларас пек кармашса утса пынă. N. Вăл сан умна вутпала шыв панă: хăшĕ камăлна каять, çавăн патнелле кармаш. Çул пуçĕ З6. Утмăл турат куçĕсем кармашаççĕ çӳлелле. Çутт. 116. Пулăçă кил-йышĕ аллисемпе кармашнă. СПВВ. Кармашса çитме çук. СТИК. Чӳречерен кармашса пăхат. Смотрит, высунувшись в окно. Сред. Юм. Кармашса та çитейместĕн. И рукой не достанешь. Ст. Чек. Алă çитеймен япалана кармашса илеççĕ (вытянувшись во весь рост). Ib. Ан кармаш = ан тăсăл. Изамб. Т. Сентĕре çинчен, кармашса, кĕнеке илнĕ чухне ламппă ӳкертĕм. Чуратч. Ц. Ирхине сивĕ пиркипе вăсем, шăнса, усна-усна тăраççĕ. Ачасем вăсене кармашса çитсе хуçса илеççĕ те, вылляса çӳреççĕ. Сĕт-к. Лаптак кашта çинчен кармашмасăр (= порня вĕçне тăмасăр, алла хытă чăсмасăр) пĕр япала та илимасп эп. Мижули. Ачасем, çакна курсан, кармашса татса илеççĕ те, выляса çӳреççĕ; кармашса çитейманнисем патак илеççĕ те, переççĕ. Кан. Лартмалла пулчĕ савăт хуçин, парăмран хăра-хăрах, çĕнĕ пӳрт. Сутлашнă кивĕ пӳрт вырăнче ларать кăна ку кармашса.

карт

(карт), подр. резкому движению или биению. Ир. Сывл. 18. Ыйха ӳкнĕ (сонные) хуласем картах! турĕç вăл саспа. Ib. З. Эп карт сиксе тăрайрăм. Сала 189°. Карт, карт! туртрĕ (дернул), тет те. Альш. Ула лаша карт! турĕ, чĕн тилкепе шарт! турĕ. Бур. † Чĕн тилкепе шарт турĕ, атте лаши карт турĕ. КС. Шухă лашана сасартăк çапсассăн, карт туртса, тапса сикет (тянет вдруг). N. Сысна (привязанная на цепь) шывра карт туртăнат, тет. Петр сыснана ямаст, тет. (Сказка). Ялав. Çул çинче пынă чух пĕр ача лаши ман лашана тапрĕ те, ман лаша карт сикрĕ, эп ӳкрĕм. Изванк. Хăр-хам (собака), тесе каларĕ, тет, çĕнĕ картах сиккĕрĕ, тет. Тайба. † Чĕн тилкепе шарт турĕ, пирĕн савни карт турĕ; карт турĕ те, мăрт турĕ, хăех, килсе, чуп-турĕ. (Хĕр сăри юрри). Чур. Чĕн тилхепе шарт тăвать, хура лаша карт тăвать; атте çитиччен пирĕн чĕре карт тăвать, атте килне çитсессĕн, пирĕн чĕре лăп пулать Т. VII. Хур пиçсен амашĕ çипрен карт! туртрĕ (дернула за нитку), тет. N. Арăмĕ карт! туртать те, сахманин пĕтĕм çĕввисем шатăртатса каяççĕ. СТИК. Ман алăран тилкепене карт туртса илчĕ (= питĕ хăварт, çиллипе туртса илчĕ). КС. Ман аллăран туяна картах туртса илчĕ (быстро вырвал из рук). Ib. Карт тапса сикрĕ. Альш. Чĕрем кăрт турĕ (при вести о пожаре).

карчă-кĕрчĕ

старики и старухи вообще. Шел. 56. Карчă-кĕрчĕ, мăн çынсем, çĕнĕ çынсем, кив çынсем.

качча кил

выйти замуж (сюда). N. Качча килнĕ çĕнĕ çынсенчен (йинкĕшсенчен, аппăшсенчен). Орау. Эп качча киличченех вăсам уйăрлса тухнăччĕ.

качча пыр

выйти замуж (туда). Дик. леб. 30. Патшанăн çĕнĕ арăмĕ усал çын пулнă: качча пырсанах, вăл тăлăх ачасене курайми пулнă. N. Эс мана качча пыратна? Пойдешь ли ты за меня замуж?

Кахăрлă

(каhы̆рлы̆), назв. тат. селения в б. Буинском у., располож. на речке того же названия. Известны дер. Çĕнĕ-Кахăрлă и Кив-Кахарлă. (Новые Какерли и Старые Какерли).

кивел

(кивэл’), стать старым, ветшать, изнашиваться. ПВЧ. 12З. Порçăн тоттăр çыхма лайăх, — çыхма лайăх — час кивелет. Календ. 1911. Çĕр ĕçлеме кирлĕ кивелнĕ япаласене тӳрлетсе хумалла, е çĕнĕ туянмалла. Изамб. Т. Çăнăх, кĕрпе кивелнĕ. (Так говорят, когда все языческие моленья кончились). О земл. Кивелнĕ çуннă учĕ шăкпа пĕрле, тата ӳпкерен сывласа кăларакан сывлăшпа пĕрле шалтан тухса тăрать.

кивĕ

(кивэ̆), старый, ветхий, бывший в употреблении. Юрк. Хулара пурăнакан тутар лавккинче кивĕ япаласем сутса ларат (торгует старьем). || СТИК. Сан çинче ман кивви те пурччĕ няк-ха. На, тебе никак есть и старый долг. || Старый хлеб. ЧС. Çĕнĕ çине кивĕ çитсе тăтăрччĕ. Пусть старого хлеба с избытком хватит до нового. (Моленье). || Старая родина. N. Ку чӳксем ĕлĕк чăвашсем кивĕрен куçса килнĕренпех пур. Н. Карм. Кивĕре — на старине (до переселения). || Чураль-к. Сăра корки тытсан: киввисене тав ĕнтĕ! (благодарность за прежние угощения) теççĕ.

килсе пар

принести и вручить. Кан. Пушта çĕнĕ хаçатсем килсе панă.

кил

(кил’, к’ил’), жилище (двор), дом. Зап. ВНО. Аран-аран киле çитрĕм. Альш. Ун пеккисене ыттисенчен ытларах асăнаççĕ ялан та кил тенĕ çĕрте. Ib. Васкаса утаççĕ килĕсенелле (домой, ко дворам). Истор. 152. Псковран виççĕр кил Мускав çĕрне куçарнă. N. Пĕрер килĕн (подомно) çĕр кастарса парас марччĕ. О сохр. здор. Çав чир пур киле кам та пулин пырсассăн, вăл çын пĕр эрнерен, е икĕ эрнерен чирлет. Орау. Унта пурăнма кĕрсен, малтан эпир хваттерте пурăннă, унчан, пурăнсан-пурăнсан, хамăр кил турăмăр. Хыр-к. Вăлсем çулла çĕр ĕçлесе пурăннă, хĕлле кил таврашĕнче выльăхсем пăхса пуранатчĕç. Байтеряк. Çимĕк кунĕ, ирхине, пурин килĕнче те пĕçереççĕ икерчĕ. В. Олг. Кил (или: кил ăшне) шăл; мести избу. Изамб. Т. Хĕрĕн ялĕнчи ăратнисенчен (родня невесты) пĕри çĕнĕ кил (ново-выстроенный и пр.) пулсан, малтан çавăнта кĕреççĕ. Б. Хирлепы. † Кил варинче ват çĕмĕрт. N. Пилĕк килĕ çуннă. Сгорело пять дворов. Юрк. Эсир халĕ килĕре (домой) тавăрăнăр. N. Хĕрĕн юлташĕсем (товарищи) килнелле тарнă. Байгул. Кил теннинче (= тенинче) тирĕк-чашăк шăлтăртатмасăр пулмас, теççĕ. Трхбл. † Эпирех те килтĕмĕр, ай, кил пулчĕ, сирĕн кăмăлăрсĕм тин тулчĕ. N. Эпĕр уйпа пĕр килти çын пек пурăнатпăр. || Подворье. Конст. Чăв. Одессăра Пантелеймон монастырĕ килĕнче (в подворье) вĕсем çĕр каçнă.

киле кĕрт

то же, что киле кӳрт. || НАК. Ир тăрсан (после запирания в клеть), çĕнĕ çынна пĕлĕшĕсем киле кĕртме илсе каяççĕ. (Свад. обычай).

кил хуçи

хозяин, хозяйка дома. ЧС. Юрк. Вăсем (вырăссем) кĕнĕ пӳртре вĕсенчен пуçне тата пĕр чăваш арăмĕ, кил хуçи, пулнă. Ст. Чек. Пӳрт хăпартнă кунтан тытăнса, виçĕ каç çĕнĕ пӳртре кил хуçи выртат. (Обычай). || Назв. духа: владетель дома. Может показаться в доме в виде змеи, тогда надо совсем покинуть дом. МПП.

килĕн

(-л’эн’), наслаждаться, удовлетворяться. См. кинен. N. Хайхискер вара килне тавăрначчен çĕнĕ çăпатапа ташласа та киленчĕ, тет. КС. Шалт ватса киленчĕç те, вара карĕç. Натешились побоями и ушли. (Так и в Сред. Юм.). N. Мулчара кĕçĕтнĕ çĕтрен (-çĕртен) çапсан, çан-çурăм киленсех каять. Шибач. Ĕçсе килентĕм. Хорошо угостили в гостях. ЧП. Эпир юрла пуçласан, аттепе анне лараççĕ киленсе. Пазух. Ӳсĕрличчен ĕçер-и те, килениччен юрлар-и? Сред. Юм. Кин илсе те киленсех ларан çакă! И со снохой не очень нарадуешься! Ст. Шаймурз. † Кунтан тантăш тухса кайсан, тăшман юлчĕ киленсе. N. Нуммай çывăракан ыйхинчен киленнĕ, тет, ир тăракан ĕçĕнчен киленнĕ, тет. В. Олг. Çан çорăм киленсе кайрĕ (в бане). СПВВ. Çеçке киленсе ларать.

килĕш

(кил’э̆ш), соглашаться, договариваться, уговориться. Юрк. Пуринпе те (во всех отношениях?) çапла икĕ енчен те килĕшсен... Ib. Кĕсем те мĕн пурĕпе килĕшсен, евчи чăпăркка пăрахат. N. Канаш туса килĕшнисене хăшне-пĕрне земски собранисене параççĕ. || Торговаться, столковаться. Чем люди живы. Пăртак тăрсан, Симун çак арăмпа хакне килĕше пуçланă. N. Вăл кĕрĕшекенсемпе кунне пĕрер динарипе килĕшнĕ. Юрк. † Пӳлмĕрсем тулли тырă пур, хакне килĕшмесĕр ан сутăр. Ау 17°. Шуйттан ачи тухрĕ, тет те: этем ! ытти япалапа килĕш, çурт кучĕ йывăр, теççĕ, (терĕ, тет). КС. Эпир унпа килĕшеймарăмăр. Мы с ним не могли столковаться (или: сторговаться). Альш. Çарансем килĕшеççĕ. Юрк. Хай айăра илес текенсем виçĕ çĕр тенке килĕшсе укçа парсан, ăйăра илсе те каяççĕ. Ст. Чек. Вăл ун лашине килĕшмен (не сторговал) || Сосватать. Килĕшсе çураçни. К.-Кушки. † Килĕшнĕренпе йĕре-йĕре хĕрлĕ чĕре шуралчĕ. N. Хĕрĕ килĕшсен (кунсан), Мариам, тавăрăнса, хăй амăшне чĕнсе пынă. Образцы 99. Пĕр чӳрече, ик чӳрече, атте, мана хĕр килĕш. Атте, санăн кинĕ (сноха) пулĕ, манăн кăмăлăм тулĕ. || Понравиться. Никит. Çак сăмахсем пĕтĕм çынна питĕ килĕшрĕç (пришлись по сердцу, понравились). Альш. † Çак тăвансем патне килсессĕн, сăмах килĕшеймесрен хăратăп. Кан. Кăмăла килĕшрĕ пулмалла старикĕ. Н. Якушк. † Эпĕ каяс килĕре çын килĕшмест, теççĕ, эпĕ епле килĕшĕп-ши? (Хĕр йĕрри). || Помириться. Чăв. й. пур. 9. Леш Микка ялан ӳкĕтле-ӳкĕтле йăпатнă, ку йăпатнă тăрăх вара лешсем пĕтĕмпех килĕшнĕ. || Быть удачным, годным. N. Кунĕ те килĕштĕр, çынни те килĕштĕр. (Из наговора: «Ăш ыратсан, вĕрекен кĕлĕ»). N. Вĕсем (знахарки, лекарки) куçа килĕшмен япаласем ярса, пушшех пăсса пăрахаççĕ. О сохр. здор. 51. Çапах та вĕсем пит аван апат, вĕсене пурин те çиес пулать, анчах сывмар çынсене питех килĕшмест. Ст. Чек. Кунти çĕр-шыв мана килĕшмен (не подходящий климат). N. Эпĕ халĕ вар-виттипе хупланап-ха: те кунта килни килĕшмерĕ темĕскер мана. Орау. Мана пур апат та килĕшмест. Янш.-Норв. Телейсĕрсенĕн вăрласа кайсан та (невесту) килĕшмест: е вĕсене çул çинче тытса, укçасем илеççĕ, е курайман çынсем вăрланă чухне çӳсмен пăявне касса татаççĕ. || О согласии в речах. ЧП. Сирĕнпеле сăмах пит килĕшет. Ст. Шаймурз. † Сирĕнпе сăмах пит килĕшет, те кĕçĕнрен пĕрле ӳснĕрен. || Быть угодным, итти в прок. Ст. Чек. Манăн парне килĕшмен (жертва не принята). Ib. Кĕлле кайни килĕшмен (хождение в церковь оказалось неугодным). ДФФ. Çинĕ чухне, хул калек шăмăсене (= шăммисене) хышласа тасатсан, çутă çĕрелле тытса, витĕр пăхатьчĕç: вăл шăмсем таса пулсан, чӳк килĕшнĕ, тетчĕç, — таса мар пулсан, хура йĕрĕсем курăнсан: чӳк туни вырнаçуллах мар, тесе калатьчĕç. ЧС. Çын-мĕн кĕрсен, чӳклени килĕшмест (неудачно), терĕ. Ib. Пĕр-пĕр вĕçен-кайăк йăва çавăрма киле илсе килсен (пух жертвенных птиц) Куслав килĕшмест, тет те, вара нихçан та килĕшмест, тет. Арçури. Киремете килĕшмен, çырмаранах çырлахман. ЧС. Сирĕн хăйматлăхсене сурăх парне пани килĕшмен, унăн алли йăвăр пулса, сурăхусем çавăнпа вилсе пĕтнĕ. Шурăм-п. 9. Çав вите хуçи лаша çилхиие йăваласа муталать пулсан, лаша киле килĕшет (ко двору). || Быть приличным. Ст. Чек. Килĕшменне хытланан! Якейк. † Ай аки Мари пор, хĕр чох çӳрени килĕшет (когда выйдет замуж, гулянья прекращаются). N. Килнĕ çыннăн кайни килĕшет. || Быть к лицу. N. † Çĕнĕ çапата, шур чăлха хĕр уринче килĕшет; хура сăкман, йăс тӳмме каччă çинче килĕшет. Г. А. Отрыв. † Хамăр хура пулсан та, савни сарă килĕшет.

киремет

(кирэмэт, к’ирэмэт’, Пшкрт: кєр’ємєт), киреметь (как свящ. место; от араб. кирамӓт). Охотн. Разные места около деревни и в самой деревне чуваш усеяны киреметями. Даже люди, близко стоящие к чувашам, часто ошибаются, понимая под слозом «киреметь» самих злых богов. «Киреметь», собственно, есть место, где пребывает злой дух, напр. дух какого-нибудь известного, некогда жившего на этом месте, чувашина, представляющего собою героя. У нас, напр., около деревни лежит прекрасное возвышенное пустсе место, имеющее форму полуострова, так как оно окружено с трех сторон двумя реками, соединяющимися в одну. На этом месте, помню, несколько лет тому назад росла старая, старая береза. Место около березы, а нередко и самую березу чуваши называют «утлас киремечĕ» — киреметь Утласа. По преданию чуваш, всем этим полуостровом владел когда-то богатый мужественный чувашин по именн Утлас. Находясь на высоком месте, откуда виднеется окрестность, и в то же время защищенном реками от нападения неприятелей, и владея домом с подземными кодами, ои умел всегда искусно и мужественно охранять себя и свое имущество от воров и разбойников и держать в страхе и покорности жителей нашей деревни. Утлас сам давным давно умер, но не умер его дух; он живет под березой, посаженной Утласом в своем саду. Дух его и теперь держит чуваш в страхе. Ни один чувашин не осмеливается выразить свою непочтительность к березе, где живет он, в противном случае дух Утласа наказывает его продолжительными телесными болезнями, для избавления от которых существует единственное средство — просить прощение в молении перед березою и зарыть в землю около нее медную монету, двухкопесчного или трехкопеечного достоинства. (Признаки жилища. Утласа до сего времени сохранились). «Киремети» имеют и другое происхождение. Место, где раньше совершали в продолжение столетий общественные моления высшим богам, нередко впоследствии были оставляемы, так как с течением времени условия жизни изменились, и чуваши, находя неудобным молиться на том месте, выбрали другое место для молений. Но уважение к прежнему месту молений сохраняется. Они и после изредка ходят туда молиться. Затем йомзи, затрудненные в обьяснении причины болезни чувашина, обращавшегося к ним за советом, говорили, что болезнь могла произойти лишь от неблагопристойного поведения его около известного места. Так постепенно чуваши приходили к убеждению, что на этом месте обитает злой бог, который и посылает нм болезни. Отсюда произошли новые «киремети» чуваш. Например, в нашей деревне, на берегу речки, есть место, куда собирались некогда для совершения общественных молений; оставлено было оно, по всей вероятности, когда поселились на противоположном берегу русские. Присутствие их мешало им молиться, так как те позволяли себе смеяться над их религиозными обрядами. Чуваши для молений выбрали другое место, а прежнее обратилось в «киреметь» (Авăр-кӳл киремечĕ). Сюда, в день совершения общественных млений, приходит старик, выбранный обществом, подметает небольшое место и, незаметно зарыв в землю медную монетку, отправляется домой. Этим выражается уважение к священному месту и память о молениях в старину своим высшим божествам. Чуваши чрезвычайно боятся киреметей и положительно разоряются на жертвоприношения им, особенно при продолжительной болезни. Дети еще с малолетства запугиваются «киреметью». Я помню, как нам было страшно проходить мимо «киремети»: мы опасались даже говорить между собою, чтобы как-нибудь не проронить оскорбительного для «киремети» слова. Как-то невольно слово застывало на языке. Никит. Киремет место — место, где приносят жертву киреметю. N. Ĕлĕк чăвашсем киремет патне укçа пăрахнă, халь нухрат пăрахаççĕ. Акă вăл мĕшĕн: халь киремет ашшĕ вилнĕ, теççĕ, аслă ывăлĕ уйăрлса тухнă, вăталăхĕ салтак(р)а, кĕçĕнан ухмах, теççĕ; çавăнпа ăна халĕ, укçа вырăнне нухратпа улталаççĕ. Собр. Умма татас вăхăт çитиччен, киремет патне умма татса еçсе пăрахсан, киремете аçа çапса çунтарса ярать, теççĕ. Çапла тусан та тармасан, сысна пуçĕ кайса чикеççĕ, тет те, вара тарать, теççĕ. N. Вăл мăн чӳк тенине киремет ăшăнче тумаççĕ, пĕр таса çерем çине тухса парне кӳреççĕ. Шурăм-п. Кунта ĕлĕк киремет пулнă, тет. N. Вăл киремет тени — йăри-тавра йăвăç; çав йăвăçсан йăри-тавра карта тытнă, çав карта ăшне пĕтĕм ватă çынсен (так!) пуçтарăнса кĕл-тăваççĕ. И. Тахтала. Киреметре ан вăрçăр, унта вăрçакан вилет. Никит. Çав киреметре час-часах çынсене киремет тытать. Начерт. 104. «Киремет» и «киреллĕ», место чувашского богослужения. Бгтр. † Пирĕн ял çине пăхсассăн, Шупашкарăн туйăнат, çак ял çине пăхсассăн, киреметĕн туйăнать. Панкми. Чĕке ту киремет, Мăн киремет, Çĕн киремет. Чăвашсем 13. Чăвашсем, килте пĕр-пĕр çын чирлесен, юмăç патне каяççĕ те, вăл вăсене мĕн-те-пулин каласа ярат. Е пĕр-пĕр ыр сăмах калат (киремете), ырă сăмах каласан вара часрах тума хăтленеççĕ. Хăш киремете, вăл юмăç мĕнпе чӳклеме калат: пăтăпа-и, хур-кăвакалпа-и. Пăтă юсманпа ак çапла тăваççĕ: пилĕк тиркĕлĕх юсман тăваççĕ те, унтан пăтă пĕçереççĕ; пиçсен вара, кайса хăш ырăсем каманине чӳклеççĕ. Пырсан, пăттине юсманне лартат та, асăнат: е пĕсмĕлле, тав тăватăп, пуççапатăп, çырлах, мана хĕнне асапне ан пар, тесе. Хамăр айванлăхне пуççапса каçарттарма килтĕм, çырлах, ан пăрах, тет. Çак сан таврашăнта ытлашши сăмах калаçнă пулин те, вылянă-кулнă пулин те. Çырлах, тунă кĕллĕме хапăл ил, эпĕ хуранлă пăттăмпа, тиркĕлĕ юсманăмпа асăнатăп, витĕнетĕп, мана (чит. ман) айван кĕллине хапăл ил, эпĕ хам айванлăхăмпа йăнăшрăм, çырлах, тунă чӳкĕм-кĕллĕм вырăнлă пултăр, тет. Вара виç хут ӳксе пуççапат та, тата укçа хурат вара, миçе пус та пулин. Ун пек киреметсем пирĕн çĕрте пилĕк тĕлте. Ак ăçта: пĕрремĕш — Шăхран тулĕнчи ырсем, вăл варман хĕрринче, çырмара, Киштек хирĕпе хамăр хир хушшинче; иккĕмĕш — Киштекри ырсем теççĕ, вăл çирма ялта, вăрман хĕрринче; виççĕмĕш киремет вăрмантан пăртак аяккарах, унта ĕлĕк пит шултăра вăрман пулнă, пит вăйлă вăрман пулнă, çĕмĕрт пит нумай пулнă; анчах вăл киремет пит хаярччĕ, тет, вăл; унта никам та пырса кĕреймесчĕ, тет; вăл вăрмана вара уделни вăхăтĕнче кирпĕç тума кастарнă, тет; ăна кастарма килекен старшина вара пĕр уйăхранах вилнĕ, тет. Тата пĕр Киштек вырăсĕ çав киремет тĕлĕнчен иртсе пынă чух, ун тĕлне çитсен, мăшкăлласа, ларса сыснă, тет те, хăй вара пĕр эрнеренех вилнĕ, тет; пит усалччĕ тет, çав киремет. Çавăнпа унтан халĕ те пит хăраççĕ. Халь анчах йывăç сахал юлнă ĕнтĕ: саккăр-и, тăххăр-и анчах юлнă ĕнтĕ. Тăваттăмĕш киремет — Тарăнварта, вăл Салмалав хирĕпе хамăр хир хушшинче. Пиллĕкмĕш киремет — Хула ăшĕнче, Ахтапана кайнă çĕрте, çӳлĕ çыран хĕрринче. Тата тепĕр киремет Кăнна урлă, Таяпа енче, тĕме çинче; унта пĕр хурăн ларат халĕ. Çак киреметсем пурте пĕр пек мар: хăшĕ ытларах та хаяр, хăшĕ аплах мар, тет. Тата хир-йĕнче, Раккассипе Елшел хушшинче, пĕр киремет пур, тет, çавна çитес хаяр киремет çук (такого злого киреметя, как он, нет), тет, вара. Ун тĕлĕнчен иртсе кайнă чух калаçма та юрамаст, тет, кулма та юрамаст, тет. Вăл киремет вырăнĕ çултан инçе мар, çултан çĕр хăлаç анчах, тĕме çинче, таврашĕнче йывăçсем ӳснĕ, çавăн енне çавăрăнса пăхма та юрамаст, тет. Пĕлтĕр пирĕн ялсем улатимир Аçтап(п)анĕ Миххайла праçникĕнче Раккассине йыхрава кайнă. Унта вăл ĕçкеленĕ, каç пулсан тин тухнă, хăй ӳсĕр пулнă; çав киремет тĕлне çитсен, аташнă вара, аташса çаврăнкаласа çӳресе шат супнă вара. Унтан çав киремет тĕми çине пырса кĕнĕ те, унтах лашине тăварса, çуни çумне кăкарса, выртнă вара. Вăл, çывăрсан, пит усал тĕлĕк курнă вара. Тухнă, тет, салтак çарри, пурте пăшалпа, тет, унтан кăна та шурă кĕпе-йĕм тăхăнтарса пăшал парса, салтакла вылятнă, тет. Унтан ирхине, тул çутăлсан, киле тавăрăннă вара; киле тавăрăнсан, мĕн пулнине пурне те каласа кăтартнă вара. Унтан вара хăй пĕр эрнеренех чирленĕ те, тăватă уйăх асапланса(н), вилчĕ вара. Нимскер туса та мая килмерĕ. Хăй виличченех пĕтĕмпе çĕрсе кайнă. Сред. Юм. Кашни киреметĕн хăйăн хуçи пôр, теççĕ. Çав хуçин çитĕнсе хĕр качча кайсан, çав хĕрĕн ô киремете хăйпе пĕрле илсе каяс пôлать, тет; хăйне илсе каймасан, киремет темле чирпе те чирлеттерет, тет, çав хĕре. Чирлесе аптрасан, хĕр вара киремете хăйпе пĕрле илсе каять, тет; ăна илсе каяс пôлсан, ак çапла тăваççĕ, тет: пĕчик пӳкçни (= пукане) тăваç, тет, тôтăр таткисĕнчен чӳркекелесе те: çак пӳкенипе пĕрле киремет пытăр, тесе, хăй качча кайнă яла илсе кайса, орам варрине пăрахса хăварать. Вара çав пӳкени пăрахса хăварнă çĕрте киремет полать, тет; он хуçи вара çав пӳкени илсе пыраканнисĕм полаççĕ, тет. Çапла вара пĕр киреметрен икĕ киремет полать, тет: пĕри çав ĕлĕк полнă çĕрте, тепри пӳкенипе илсе кайнă çĕрте. КАЯ. Хăшĕ-хăшĕ чӳк хыççĕн (после моленья) киле кайма лай(ă)х мар, тесе, киреметсене кайса, укçа парахса кĕл-тусан, тин тавăрнаççĕ. М. Васильев № 3, 4. Çав хорама котне кайса янă çынна чăвашсем киремет тее пуçланă, киремет хăй çих полман-мĕн, онăн çемьи те полнă. Собр. Пуринчен ытла чăвашсем киремете пуççапаççĕ, ăна вăсем хурăнсенче, ăвăссенче, çеремсем çинче, е хурамасенче, юмансенче пурнать, теççĕ. Пĕр пĕр çын халсăр выртсассăн, часрах: е арăмĕ, е амăшĕ, е аппăшĕ, юмăç карчăкĕ патне чупса каять. Вăл пырсассăн, вара юмăç карчăкĕ хăйĕн пĕр тӳмме пек юмăç пăхмаллине енчĕкĕнчен туртса кăларат те, тути патне еçсе, тута тавра çавăркаласа: çав киремет тытман-и? ку киремет тытман-и? тесе, тӳммине ярать те, çиппе сулкалама тытăнать. Тӳмми сулкалансан: çав киремет тытнă, теççĕ; тӳмми сулкаланмасан: урăх киремет тытнă, теççĕ, вара тата пăхма тытăнаççĕ. Çапла вара юмăç пăхтарма пыракана суйса яраççĕ. Юмăç пăхтарса килсессĕн, киремете пăтăпа, юсманпа чӳклеççĕ. Шăматкун пасара пĕр икĕ пăт ыраш е сĕлĕ нухрат илсе парса яраççĕ. Килте вăл вăхăтра тайăн сăра тăваççĕ. Тайăн сăра тусассăн, пасартан нухрат исе килеççĕ те, пăтăпала, юсманпала киремете чӳклеççĕ; чӳкленĕ чухне юсманне пĕртак чĕпĕтсе илеççĕ те, нухратпа пĕрле уя, ăçта киремет пур, çав вырăна, пăрахаççĕ. Вырсарникун çитсессĕн, ир ирех киремет сăрине, ĕстел çине çăкăр хурса, чӳклеççĕ те, пĕрне часавай патне турра çурта лартма яраççĕ. Часавай патне çитсе, кулач исе чӳклесен, пĕр татăк киремете: çытăр, тесе, пăрахаççĕ. Çав пăрахнă кулача пĕр-пĕр ула-курак е çăхан çисассăн, киремет çиленет, теççĕ. Кайран тата халсăр выртсассăн, тата тӳрлетеççĕ. Ib. Чăвашсем киремете туррăн шăллĕ (в ориг. «шăлĕ») теççĕ. Т. VI. 54. Тата ĕçленĕ чухне те: вăрçса те ятлаçса çӳретпĕр пулĕ, киреметсем, çырлахăр, тет, турамăшĕ! НАК. Сырлан киремечĕ, Хура-Кĕсрери киремет, Саланчăкри киремет, тăлăп ăшĕнчи киремет! Пурăр та çырлахăр, пиртен урăх ан ыйтăр; кама мĕн кирли аçăвăртан ыйтар (см. ,,сĕмĕле»), эпир ăна сирĕ(н) тӳпĕре те патăмăр (дали и на вашу долю). БАБ. Ахаль те пирĕн хирте киремет нуммай, мĕн пурĕ пилĕк киремет: Аслă киремет, Кĕçĕн киремет, Пулат киремечĕ, Явка ялĕ, пиллĕкĕмĕшĕ — çичĕ çырма пуçĕ. Ib. Вăл аннен ала тымарне тытрĕ те, калама пуçларĕ: а! сире тăшман киремет ячĕпе пăсса пĕтернĕ. Янш.-Норв. Йĕкĕр-чуллă, аçаллă-амаллă киремет! Карăш пурчĕ (чит. пурчĕ?) киремет, уй пуçĕ киремет, Алăк умĕ киремет, Кивĕ-çурчĕ киремет! пурăр та çырлахар, пиртен ытлашшине ан ыйтăр, мĕн кирлине аçăвăртан ыйтар, эпир ăна сирĕн валли те патăмăр. (Уй чук туни; молитва к киреметям). ЧС. Кăна, сирĕн ĕнене, киремет тытнă; пĕр кавакал памасăр çырлахас çук, тенĕ (сказала старуха-йомзя), N. Вăл туррине те, киреметне те ĕненмест. N. Киремет тытрĕ: алă-ура чист хутланса кĕчĕ (киремет прогневался и послал болезнь). Нюш-к. Вырăслайра пĕлтĕр пăру кĕтӳçне, пĕчик ачана, машшин курăннă, тет. Шуркут Ярмулли (ватă çын) уна илтсен: киремет вырăн шырать пуль, тет. Çавах мана кĕлел тавра иртнĕ çăвла ут кĕтӳ кĕтнĕ чух... (здесь пропуск). Халь киремет пĕр çынна та тытнине каламаççĕ çак, тесен ак çапла каларĕ: халĕ киремет йăвашланчĕ, ĕлĕк питĕ хаярччĕ; эпĕ унтан 2 сум вунă пус парса (пăрахса) аран хăтăлтăм, арăм чут вилсе каятьчĕ. М. Васильев. Киремет тесе, çынна тытса хутлакан турра (так!) каланă. Вăл пит усал пулнă; ăна, тул çăнăхĕнчен сар çупа çăрса, юсман туса панă. Шурăм-п. Атте мана шăппăн каларĕ: ку киремет мар, ку арçури; киремет вăл куçа курăнмаст (терĕ). N. Киремете парнене кӳрекен выльăхсем: хур, путек, така, вăкăр, тына тăваççĕ (приносят в жертву), урăх пĕр япала та тумаççĕ. Чхейп. Вара сымар выртакан çынĕ чĕрĕлсен: киреметсем çырла(х)хăрçĕ ĕнтĕ, тесе хĕпĕртенĕ; сымар çын çаплах чĕрĕлмесен, киреметсене тата ытларах тăрăшса тăва пуçланă. Татах сымар çын чĕрĕлмесен, каланă вара: çук, пирĕн киреметсене кам-та-пулсан пирĕн çиран (на нас) елеклерĕçĕ пуль, тенĕ, çавăнпа çырлахмаççĕ пире киреметсем, тенĕ. Курм. Киремете валли: пашалу, вĕтĕ йăва, пăтă пĕçерсе, турăшсене кутăн тăрса, алăк янаххисем çине, çтенасем çине, йĕркипе, çуртасем çутса, чăркуçланса ларса, пуçĕсене чиксе, темĕскер пăшăлтатса кĕл-тăватчĕç. Ib. Пирĕн аттесем киреметсене салат, хăмла, çпичкă, тата укçа пăрахатчĕç: на сана, киремет, сăра туса, ĕç-çи, савăн; малашне пире ан тив, тетчĕç. Байг. Тата манăн аттепе анне тĕрĕс чăн тĕнпе пурăннă: тĕрлĕрен киремете, хĕрт-сурта чӳк туман, тата юмăç патне те ăс ыйтма çӳремен. Ст. Чек. Киремет вăл аван улталанă, шур сухаллă старик пулса, çынсене курăнса вăл каланă: эсĕр мана çапла-çапла асăнсассăн, хĕн-хур ямăп, тенĕ; чир-чĕр ямăп, тенĕ, выльăх-чĕрлĕх-хĕре айăп тумăп, тенĕ; асăнмасан, хур туса пĕтерĕп, тенĕ. Иванова. Пирĕн ялти тĕне кĕмен чăвашсем: питĕ усал киремет, тесе, çаксене шутлаççĕ: Хăмăл ятлă киремете, çиçтĕпе, тата ял вĕçĕнчи пĕр пысăк хыра. Сюгал-Яуш. Ĕлĕк киремечĕ хут пĕлнĕ. Хут пĕлнĕ те, ăна нимĕнпе те улталайман, укçах (так!) парсах пынă. Вăл аччи-пăччисене (так!) хут вĕрентмен. Çавăн пирки, хĕç тимĕртен касса, тенкĕ пек туса пăрахсах улталаççĕ. Шинар-б. Пирĕн хамăр патра пĕр çыран хĕринче пĕр çӳлĕ ту пур, унта пурте: киремет пур, тесе, пуççапнă, укçасем пăрахнă. Халĕ ĕнтĕ пирĕн вăл киремет сăрчĕсене сухаласа пĕтерчĕç. Ăна пурте сухапама хăранă. Виçе кассинче пĕр Иван Гаврилыч ятлă çын пулнă, вăл вара çав киремет сăрчĕсене, йӳнĕ хакпа илсе, акса пурăннă. Çапла вара пирĕн патра киреметсене пĕтернĕ. Собр. Киремете вĕсем турăран те аслă, теççĕ. Чирлесен, ăна: е хур, е кăвакал памалла, теççĕ; хур та, кăвакал та памасан, вăл вилет, теççĕ, мĕшĕн тесен ăна киремет: нуммай вăхăт иртернĕ, тесе, вĕлерет, теççĕ. Юрк. † Çӳлĕ ту çинчи киремет, начарланнă шеремет; шурă такапа чӳк тусан, самайланнă киремет. Çĕнĕ ялсенĕн хĕрĕсем начарланнă шеремет, Кивĕ-ялăн каччисем, чуп-тусан, самайланнă шеремет. КАЯ. Çавăрăнсан-çавăрăнсан (хлеб при гадании), хай мăн килемей аннене укçа çине кăтартса каларĕ: пăх, кин, пăх, тулĕк сан куçа те курнать тем, укçа çине пĕр пĕчĕк улпут сиксе тухрĕ. Вăл улпут Сурăм киремеч ывăлĕ. Унăн çăварĕ кĕмĕл, чĕлхи ылттăн, кĕçĕн чĕлхи (uvula) пăхăр; вăл икĕ чĕлхе ак мĕн калать: Апрам таврашĕ (пирĕн йăх ячĕ) ĕлĕк ман асаттене, вырăсла пулнă чух, пĕр тиха паман, халь çавăншăн ачине урнă йăтă туллаттартăм, ун ачи урса вилĕ!.. НТЧ. Хĕрлĕ çыр киреметĕнчен... N. Кайри (киремет?). N. Киремет пӳрчĕн никĕсĕ. См. Шĕнер киремечĕ, Рекеев III, 5, Магн. М. 121. || Приносимое в жертву киремети. Макка 53. Пирĕн ял патĕнчех хурăн çул пур, çав хурăн çул çинче киремет прахаççĕ. || Бранное обзывание. Ст. Чек. Ку киремет ста карĕ? Куда это он поехал? || Назв. местностей. НАК. Пĕрре кайăк хыççăн Хура Кĕсрери киреметре çӳренĕ чух, кӳлĕре пĕр кăвакал куртăм. Елаур. Киремет. Вăл Маликасси хыçĕнче, çӳлĕ ту айĕнче. Ĕлĕк унта киремете чӳк тунă. Унта малтан сĕм-тĕттĕм вăрман пулнă. Бел. Гора, Ст. Ганьк. Киремет, назв. урочища. Янших. Б. Пирĕн ял укăлчи тулашĕнче виçĕ хырă йывăççи пур. Çав хырăсем патĕнче ĕлĕк суя тĕнлĕ çынсем ку киремете пуççапнă, çавăнпа вăл вырăна Киремет, тенĕ. || Назв. оврага (тип çырма) около д. Дуваневой, б. Буинск. у. («унта ĕлĕк учук тăваччĕç»). || Назв. горы около д. В. Байгуловой, Козлов. р. Эпитеты «выртакан», «выртан», встречающиеся в названиях духов, повидимому, также свидетельствуют о том, что культ киреметей возник у чуваш из почитания умерших, слившегося впоследствии с культом мусульманских святых, на что указывают и сл. киремет, мăчавăр, мамале. См. Оп. иссл. чув. синт. II, 270.

вăр-кукăр

очень кривой, самый кривой. Синьял-Увеи (Цив. р.). Срв. вĕр-çĕнĕ.

кулавкка

(кулавкка), кулага, закваска для пива. И. С. Степ. Череп. Кулавкка — çĕпрепелен çăнăх лăкаса лартаççĕ, ăна çĕнĕ сăра çине яраççĕ. СПВВ. Кулавккана сăра тунă чухне: сăра йӳçтĕр, тесе, яраççĕ. Ст. Чек. Ăслана хуранта хăмла ярса вĕретеççĕ. Ăна лутка çине антараççĕ. Вăл вара кăш (кăшт) сивĕнсен, ăна ăсла çине яраççĕ. Ăна: кулавкка ятăмăр, теççĕ.

ӳкĕнĕç

раскаяние, досада. Чăв. й. пур. 7. Эппин аван ĕçлерĕр ĕнтĕ, тенĕ. Акă ман сăмаха асăнăр та, кайран пулăр (чит. пулĕ), тенĕ; ӳкĕнĕçе юлатăр. Епле эсир шухăшламастăр, авалхи йăлана пăрахса, çĕнĕ йăла тăватăр? тенĕ. N. Вилĕм ӳкĕнĕçсĕр пулмас, теççĕ. (Послов.) СПВВ. Ӳкĕнĕç, ӳкĕнес. Çамрăк чухне вылляса юл, ӳкĕнĕçе ан юлтăр (чтобы потом не каяться). IЬ. «Ӳкĕнĕçе юлатпăр ― в убыток, разорение».

ӳсел

(ӳзэл), неизв. слово. Отсюда: Çĕнĕ-Ӳсел.'

Ӳси папай

(ӳзи пабаj), дедушка Ӳси, основатель дер. Çĕнĕ-Ӳсел («яла пуçласа ларни»).

ăн

(ы̆н), удаваться, хорошо уродиться. Изамб. Т. Ăнса пулнă купăста пуçĕ. Хороший вилок капусты. СПВВ. БМ. Ăнать = ӳнет = ĕнет ― идет хорошо, ладится, спорится. Юрк. Ĕçĕ çапла ăнманинне курсан, ку, Митук, тытăнат тепĕр тĕрлĕ шухăшлама. Увидев, что дело не ладится (что ему не везет), Дмитрий начинает строить другие планы. Ст. Чек. Вырма тухнă кун малтанах ăнман çынна хирĕç пусан, алă касассине пĕлтерет; кассан, час тӳрленмест, тет. Собр. 39°. Сутă тума кайнă чух пушă витре курсан, сутă ăнмасть, теççĕ. Если встретишь (женщину) с пустыми ведрами, когда будешь отправляться на торговлю, то не будет удачи в торговле. Юрк. Ĕçĕмĕр ăнтăр. Пусть будет удача в нашем деле. IЬ. Ăнмасан, ик-виç сутка та йӳççе ларат. Если не удастся, то киснет 2—3 сутки. Учите детей. Ача ăнасси, ăнмасси хамăртан нумай килет. Удача или неудача в детях много зависит от нас самих. Упа 702. Алăк патĕнче вырăн ăнсассăн, тĕпелелле ан ирт, теççĕ. Если место у двери будет удачным, то, говорят, не нужно проходить в передний угол. (Послов.). Учите детей. Ăннă ача ашшĕ-амĕшшен чăнах та пысăк ырăлăх. Для родителей хороший («удавшийся») ребенок действительно большое добро. Сред. Юм. Пит ăнса полнă, тесе, тыр лайăх, вăйлă, пĕрчĕллĕ полсан, калаççĕ (когда хлеб хорошо уродится). Чув. Кален. 1911. Çавăнпа, ир аксан, тырă ăнса пуласса ĕмĕтленме пулать. Поэтому можно надеяться, что рано посеянный хлеб хорошо уродится. Чув. календ. 1910. Ялти çавăн пек лавккасем нумайĕшĕ прикащик ăнманнипе малалла каяймаççĕ. Многие из таких деревенских лавок из-за неудачного (выбора) приказчика, не могут торговать успешно. Ст. Шаймурз. Çулпа пынă чух умран кушак каçса кайсан, çул ăнмасть, тет. Если перебежит дорогу кошка, то не будет удачи в дороге. Ст. Чек. Çĕнĕ çул кунĕ килнĕ çын ăнмасан (придет дурной человек), выльăх пымас, тет (не будет удачи в отношении скота). Истор. 51. Вăл та пулин ăнмарĕ, пăрахса кайрĕ. И тот оказался неудачным — бросил и ушел. Календ. 1903. Ĕçекен çыннăн ачисем ăнмаççĕ. У пьяницы не удаются дети (т. е. бывают больные). || Сред. Юм. Ачапча ăнмас ȏн. У него дети не живут.

ăса кĕр

образумиться, поумнеть. Хыпар. № 31, 1906. Чăвашсем пăртак ăса кĕчĕç, çавăнтан пуçланса кайрĕ вăл çĕнĕ самана. Чуваши немного поумнели, с того времени началась новая жизнь (время). Апок. 254,9. Вĕсем çак асапсене тума ирĕк пур туррăн ятне хурларĕç; ăна мухтама ăса кĕмерĕç.

ăсан

(ŏзан, ы̆зан), тетерев. Вомбу-к. Якейк. Ăсан — чăхă нушшĕ хора тĕрлĕ кайăк. . Ăсан — чăх пек, вăрманта порнакан кайăк. То же слово в Хир-бось (Тойсинск. вол.). СПВВ. Х. Ăсан, тетерев. . † Хура вăрман хĕрринче тăхăр ăсан йăви пур. Лашман. Тĕм-тĕм хăва хыçĕнче вуникĕ ăсан йăви пур. Пшкрт. Ы̆зан, тетерев. Шибач. ŏзан (кăвакрах, чăхă пак пор). Чертаг. Ăсан алтать (или: кăлтăртатать). Юрк. Вăл çапла тăванĕсемпе те ял-йышĕсемпе те ялан вырăсла калаçнăран, хăйсен ялĕсем, ăсансем, часах ăна, вăл епле çынне курса чухласа, ăна: «вилнĕ çын» тесе, çĕнĕ хушамат панă.

ĕнсе

(э̆нзэ), затылок. ПУ. Пшкрт. э̆нзӓ , затылок. СПВВ. Ĕнсе (инсе). Упа 758. Вара хирĕç пыракан çынни хăй ĕнсине хыçса: чăнахах та мĕншĕн ыйтрăм-ши эпĕ? тесе, шухăшларĕ, тет, хăй ăшăнче (= ăшĕнче). Тогда идущий навстречу почесал затылок и задумался над тем, зачем он это спросил. Янтик. Эй ачам! ун пек, айăп çукран айăпласан, ху та ĕнсене (ĕнсӳне) хыçăн (хыçкалăн). Ах, милый, если бы тебя без вины обвинили, ты бы и сам почесал затылок. Альш. Путпула анса кайсан, ку ачан ĕнси хуçăлат та, çавăнтах вилет, тет. От падения в подполье у этого мальчика сломался затылок, и он тут же умер. Орау. Кай-ха ун патне, ĕнсерен парса, кăларса ярĕ. Пойди-ка к нему, он даст тебе такого подзатыльника (и выгонит)! IЬ. Ачана ӳкерсе, ĕнсине татса пăрахăн. Уронишь ребенка и сломаешь ему затылок. Изамб. Т. Ĕнсерен чишша кăларса яр. Дай ему подзатыльника, чтобы он вылетел. || Хорачка. Оны̆н э̆нзин'ӓ ларчы̆. Он получил убыток. Хыпар № 38, 1906. Хăшĕ банка (чит. панкка) парăмне тӳлесе пĕтере пырать, анчах çав вăхăтра ун ĕнси çине çĕнĕ парăм пырса ларать. Иной уже выплачивает долг банку, и вдруг в это время ему на шею наваливается другой долг. || Изамб. Т. Эсĕ ман ĕнсене кăшлатăн. Живешь на мой счет («гложешь мой затылок»). IЬ. Э, хура халăх ĕнси чăтат-çке! Вытерпит народная шея! Беседа. Ял ĕнси çинче пурăнакансем. Живущие за счет деревни (общества). || Микушк. † Хĕр чух эпир пурăнтăмăр выляса; татах выляс-чĕ çав вăйя, хуйхă пуснă ĕнсене (было: инсене). В девицах (т. е. в девичестве) мы жили играючи; поиграть бы и теперь в эти игры, да одолела тяжелая кручина. || . Ĕнсерен тăхăнтартни (подзатыльник). . Вăрççа, ĕнсерен чышса, кăларса яни (выгонка в толчки, в шею).

ĕçлеме

работа. В отн. построения срв. çиме, выртма. Кан. 1928, № 39,4. Çĕнĕ Пуян-касси ачине, ĕçлемерен таврăнсан, такшин (такам) çĕçĕпе чиксе пĕтернĕ (истыкали).

янăра

(jаны̆ра), звенеть. Баран. 85. Кĕмĕл чанкăртатнă пек сасси (лебедя) янăраса тăрать. Чĕлкаш. 8. Якăр сăнчăрĕсем янăрани... Ст. Чек. † Мерчен куçлă куккук авăтнипе пĕтĕм хура вăрман, ай, янăрат (звенит). N. Янаракан сасă, звонкий голос. || Пустовать. СТИК. Сирĕн çĕнĕ пӳртĕрте кам пурăнат? — Вăл пирĕн янăраса ларат-ха. Кто живет в вашем новом доме? — Он у нас пока пустует. Богдашк. † Кукки (кукушка) вĕççе кайсассăн, йĕлме йывыçĕ янăрать. Когда кукушка улетит с ильмы, она пустует. См. кукă.

япала

(jабала), вещь; предмет; дело. Чтен. по пчел. №. 17. Ăвăс ытти япаласем тунă çĕре те каять, тата япала кĕлеткисем-мĕнсем (фигуры, изображения) тăваççĕ. Орау. Япала тыт та явала! (Бессмысленное изречение; говорится от нечего делать.) Юрк. Япалана пас вăйлă тытсан, ăшă пулат. Если на предметах сильный иней, то будет тепло. КС. Унтан халĕ аната куçарчĕ пӳртне, урăх япалана куçарман халь. Чхĕйп. Çĕр çине мĕн чул шăтнă япала (всё, что...) хĕвел, çăмăр, сылăм, çил — çак тăват япала тăрăх усă кӳрсе тăраççĕ. Шурăм-п. № 19. Çĕнĕ уйăх курсан, ура айĕнчи япалана çывăрма выртнă чуне пуç айне хумалла. Вара тĕлĕкре мен-те-пулин курăнать, тет. Регули 97. Эп она парассине япала (надо: парас япалана) кăтартса. Ib. 1266. Япалан пăхса парăп. Ib. 864. Онтан исе килнĕ япалана (япаласене) порне те кайлах еççе пар. Ib. 675. Вăл япаласене, туса пĕтернисене, киле исе килес; тунă япалисене киле исе килес. Орау. Хă вăн çук япала çав ĕнт çав; темиçе çынтан ыйтсан та, пĕри памарĕç; мĕнле алăпăр-ха ĕнт? Если у тебя не имеется вещи, то всегда бывает так. К скольким людям ни обращался, ни один не дал; как уж будем подсеивать? Хыпар № 22, 1906. Кайран, пĕр ирхине, Питĕре пырса çитрĕмĕр. Чейсем ĕçкелерĕмĕр-те, япаламăр пеккисене илсе, хайхи двореца шырама тухса кайрăмăр. Юрк. Пĕре те çапла балыка кӳртсе парăр, тесе, ыйтат иккĕ те ыйтат. Балыка, килте çук япалана, арăмĕ мар, никам та пырса лартакан çук. СТИК. Хай пирĕн япала ăнмарĕ пулас! У нас видно с тобой дело-то не выгорело (не удалось). Сред. Юм. Килтисĕне систермесĕр çынна япала пуçĕпех пара-пара яракан çынна: япала кăларать, теççĕ. N. Кил-хе конта, япала парăп сана. Иди-ка сюда, я тебя угощу («дам одну вещь», т. е. изобью). || Существо. Ч.С. Хай ніçта сиен-мĕн туман япалана кăкарса, асаплантарса тытнăран, луç мана çавăнпа ытла та шелĕн туйăнчĕ. Орау. Шатун, пушан япала, часах ывăнать (о лошади). N. Ĕлĕк пĕрне, пахча çаратма кайсан, тытнă, тет те, питĕ хытă хĕненĕ, тет. Çак япала, киле таврăнсан, хăй тĕлĕшшĕн калаçса выртать, тет: хырăмна пула çурăму тем курĕ çав, тесе выртать, тет, ыратнипе. Как-то давно, одного, попавшегося в саду в воровстве яблоков, здорово побили. Он, возвратившись домой, улегся в постель и разговаривает сам с собою: «Ради брюха, говорит, не знаю что потерпит спина!». Юрк. Ку çапла çăкăра тăпрапа тусан çинчен сĕтĕрсе илнине ăнсăртран пуп курат та, тытăнат кăна ятлама: итле-халĕ, ухмах япала, çăкăра, çапла иртĕнсе, тусан çинче çĕмĕрсе çӳреççи-мĕн? Ст. Чек. Мана хай япала (из это существо) ятпа чĕне пуçларĕ. Панклеи. Мĕн пор чонлă япаласанчен... (из живых существ). || Материя (ткань). Изамб. Т. Тата пасар япали илсе халат (поддевку) çĕлетеççĕ. || Приданное (у девушки). Абыз. † Тавай пире япала урапа кашти авăначчен. Пизип. † Икĕ тур лаши, ай, туртара, икĕ тур лаши, ай, туртара; шур япали урăпа çинче, сакăр сурăх, ай, саранче. Ала 8°. Эпир ăна çавах качча памасăр усрас çук, анчах хĕрин япали çук. || Вещество и пр. О сохр. здор. Чăх-чĕппи çăмарта ăшĕнчен тухать те, вара çăмартанăн хуппи анчах тăрса юлать. Çăмартари япаласем пĕтĕмпех пĕтеççĕ. || Товар. Чăв. й. пур. 22°. Хăй япалапа сутă тăваччĕ. Сам он торговал. Юрк. Ку япалушăн мĕн хак ыйтатăн? Что просишь за эту вещь? || Во мн. ч.—имущество, пожитки. К.-Кушки. Выçлăхра пĕтĕм япалисене сутса пĕтернĕ. || Говорят про пищу. НТЧ. Манăн нимĕн çимелли япала та пулмарĕ. У меня не случилось при себе ничего съестного. || Иногда не переводится. Беседа чув. 11. Мĕн çĕнĕ япала пур? Что есть нового? || Причина. О сохр. здор. Тĕрлĕ чир тĕрлĕ япаларан пулать. Разные болезни бывают от различных причин. || Необыкновенная вещь, диковина. Завражн. Ак япала! Какая штука-то! (Говорят, когда услышат нечто удивительное). Альш. Акă япала! Кунта мăкшăсем те пур иккен! Вот так штука! Оказывается, здесь есть и мордва! || Penis. Курм. † Пирĕн Яккувăн япали молкач пичи япали пак анчах. || Яд, отрава. Хыпар № 44, 1906. Колымскра иккĕмĕш çул пурăннă чухне, вăл япала ĕçсе вилме тапратрĕ, анчах ăна сиссе çăлчĕç. || Вредная вещь. Злой дух. Ст. Чек. Эй турă, тĕрлĕ япаларан (подразумевают «тĕрлĕ усалтан») хăтар пире. Хыпар № 29, 1906. Айван чура сапах доктор патне кайма пĕлмест: япаларан мар-ши? тесе юмăçа каять. || Нередко получает обобщающее значение. Панклеи. Сирн ку холара пăр хăрăк хорăн тонкати-япала пор-и? У вас есть в этом городе какой-нибудь сухой березовый пень? Якейк. Эп онтан кашнинчех иртсе çӳретĕп, анчах çын-япала кормастăп. Я там каждый раз прохожу, но никаких людей не встречаю. КС. Хула-япалана каяс пулсассăн... Если придется поехать в город и т. п. Хыпар № 2, 1906. Эрех-япала суйланă чухне (при выборах) ан пултăр. || С афф. притяж. 2-го и 3-го гл. ставится в некоторых чувашизмах. Ч.С. Пыраттăм ĕнтĕ, сасартăк хам умрах темĕскер хуп-хура тăнă пек туйĕнчĕ те ман çан-çурăм çӳçенсе кайрĕ. Лашу-япалу (куда тебе тут и лошадь и всё!...)! каялла чупа патăм. N. Пирĕн ват асатте — кăшăлу-япалу!.. киле пăрахса тавăрăннă, тет. Орау. Мун-куну-япалу... вĕççĕрĕ! Пролетела (твоя) пасха. Чув. тексты № 2, 513. Пасара карни? — Карăм. Мĕн илтĕн? — Пăрçа илтĕм. — Ак телей! — Телейи-япали (какое тут счастье!); кĕпер урлă каçрăм та, тăкăнчĕ-карĕ. — Акă сиян!—Сияни-япали (какой там убыток!)! тепĕр кунне кайса пăхрăм та, тӳшек пек выртать... || Иногда заменяет афф. -скер или же ставится вместе с ним; при этом речь иногда получает иронический оттенок. Демид. Икĕшĕ те мимо ярса курман япаласем пулнă. Оба они никогда не стреляли мимо цели. Уфим. Пирĕн чăвашсен хăтараканĕ ватман япала. Хĕрлĕ Урал. Пĕччен япала (будучи одна), шырама часах тухайман. Юрк. Чи аслă ывăлĕ, Митукĕ, наянтарах япала, ĕçе пит çемçе çын пулнă. N. Пит вăтанакан япала эпĕ. Я очень стеснительный человек. N. Пит намăслă япала тата. Орау. Раштавччен тухмалла япала, Мункунччен те тухмарĕ (напр. книга). КС. Вара мана халиччен ĕненмен япалана ĕнентерчĕç (заставили поверить в то, во что...); çын кураймасăр котун туса панă, терĕçĕ (испортил животных кто-то). Орау. Çамрăк япала, нумай кирлим ăна? — тата тепĕр-ик стаккан ĕçсенех, вилмелле (относительно выпивки). Ib. Хай, ӳссĕр япала, çулне-йĕрне паллайман. А он, пьяный, не мог определить дороги. Юрк. Пирĕн ăспа пулсан «Пулăхар» каçичĕ те, çĕнĕ япаласкер чăвашсенĕн кăмăлне пит килме кирлĕ-чĕ. Ib. Чăваш хĕрĕ пит таса япала, вăйлăскер, арçын вырăнне ĕçлесе çӳренĕ. Чувашская девушка, очень здоровая и сильная, работала за мужика. Йӳç. такăнт. 33. Эй, кум! Пĕрле ӳснĕ япала, халь те пĕрле пурăнар! Изамб. Т. Тӳрленсе çитмен япала тепле тăранĕ вара? Орау. Паян пĕр авăн çапрăмăр та, хĕллехи япала, тырри чĕрĕлсе кĕрет вăн; çулана çитмест çав вăл авăн тавраш, ун чух авăн та кирлĕ мар — хлупут çук. Ib. Кĕр-куннехи япала, сĕткен типнĕскер, сĕвĕнмест вăн пушăчĕ. Альш. Унтан вара пурама пуçланă япалана пăстармарĕ (так как здание уже начали рубить). || Часто переводится местоимениями нечто, что-нибудь, ничто и др. Ч.С. Анчах ал-валли çиекенсем пурте, ача ятне асăнса, япала (что-нибудь) хураççĕ (на зубок). N. Аллăна япала-мĕн тăрăнчим апла? Ты наткнул чем-нибудь руку? Ашшĕ-амăшне. Атте, япала (что-нибудь)-мĕн кирлĕ мар-и сана? Т. Исаев. Пĕр-пĕр япала пулсан. Если что-нибудь случится (неприятное). N. Мана çиме япалăр çук-ши? Т. Григорьева. Япала илнĕ чух çынтан ыйтмасăр ан ил, теççĕ. Когда хочешь взять у кого-нибудь что-либо, то не бери, не спрося, без разрешенья. (Послов.) Хыпар № 12, 1906. Э-э-эх! тетĕп. Ку чăвашăн пĕр япалине пăхса та савăнма çук иккен, тетĕп. Юрк. Хайхи Митук пĕр япаласăр тăрса юлнă (остался ни с чем). Череп. Япала тухмас. Толку не будет. Макка 202. Унти вутсене (огни) пĕр япала хăвармиччен сӳнтереççĕ. Альш. Япала пĕр хуйхăсăр пулмас, теççĕ. Ничто не дается без заботы. Юрк. Çак уйăхра, пушă вăхăтра, пĕр япала çырса ярашшăн. В этом месяце, в свободное время, хотелось бы написать одну вещь и послать ее. Макка 202. Вăл мăн чӳк тунă çĕре пĕр ялтан пилĕк çын хăвараççĕ, вĕсем вара çĕрле, мĕн-мĕн япала курăннине пăхса, сыхласа тăраççĕ. О сохр. здор. Мĕшĕн макăрнине пĕлсе, таврашне тӳрлетĕр те, япала ыратнипе макăрмасть пулсан... N. Япала ыратат, ыратман япала çук. Все тело болит. Тет. Вăл мана пĕр-пĕр япалу сикмен-и? (не свихнул-ли что?), тесе ыйтрĕ. Упа 589. Аккасем каларĕç: япала ыратмари? терĕç. Эпĕ: пăртак ура ыратрĕ (ушиб ногу) те, урăх ним те ыратмарĕ, терĕм. О сохр. здор. Унăн (у ребенка) пĕр япала (что-нибудь) ыратмасан, вăл нихçан та макăрмасть. Альш. Унтан чарăнаççĕ (перестают петь) те, çавăнтах пĕр-пĕр япалалла-мĕнле выляса илеççĕ хĕрсемпе каччăсем. См. епеле.

яр

подр. плавному движению, движению по прямой линии; подр. яркому свету. Сред. Юм. Манран аякра та мар, пĕр çăлтăр ярр! ярнса анчĕ. Янш.-Норв. Çăлтăр ярр! ӳкрĕ. Звезда упала плавно (с изв. скоростью). В К.-Кушки çăлтăр ярр! анчĕ ― звезда упала, делая продолжительное движение. Альш. Çиçĕм ярр аялла çиçрĕ (прямо вниз). Тет. Çăлтăр ярр! юхса кайрĕ. Янтик. Яр (а произн. почти как о) уяр (значит: на небе нет ни облачка; чистое, голубое небо). КС. Çăлтăр хĕвел-анăç енчен тапранчĕ те, хĕвел-тухăç енне яррр! кайса ӳккĕрĕ. (Падение звезды). Шурăм-п. № 26. Çăлтăр ярр, çутă ӳкерсе, куçран çĕтрĕ. КС. Вут çутти ярах ӳкнĕ (или: çан-çутă ӳкнĕ). Виднеется яркое зарево. Орау. Ярах тул çутăлать, алтансем алтмаççĕ. Уж совсем светает, петухи не поют. Ib. Тул ярах çуталчĕ. Совсем уж рассветало. || Подр. раскрытию настежь, совсем. N. Яр уçат та, яр хупат (окно). БАБ. Унччен те пулмарĕ, тет, çырăк (= çирĕк) яр уçăлса кайрĕ, тет те, Иисуса хăй ăшне лап хупласа илчĕ, тет (когда его преследовали враги, желая убить). Орау. Алăк яр уçăлчĕ те, пĕр ӳссĕр вырăс килчĕ-кĕчĕ. (Ярр выражало бы здесь усиление). Сборн. мол. Вăл вара хăй тумтирне илнĕ те, ярах çурса пăрахнă. Орау. Алăкне ярах уç, тĕтĕмĕ тухтăр. Чхейп. Алăк патнелле тăрса, алăкне ярах уççа пăрахса. Бугульм. † Алăкăра тапрăм, яр уçăлчĕ. N. Алăка ярр! уççа ячĕ. Альш. Пăр яр çурăлса кайрĕ. Лед раскололся по прямой линии, моментально, на большом расстоянии (напр., от одного берега до другого). || Подр. плавному движению (с известной скоростью). КС. Пăр çинче пынă чух ура ярах (сразу) шуса карĕ (скользнула, т. е. поскользнулась). Еково. Ярр тăсăлчĕ. Растянулась (лошадь). 1-ая кн. для чт. 1912, 5. Халран кайнипе хăй (собака) ярах тăсăлса выртнă. Якейк. Хăмла алăран ӳкрĕ те, çӳлелле (вверх) хытă яр вĕçсе карĕ (от ветра). Микушк. Çав тӳрĕ (дух) лекнĕ пусан, яр кай, тет; яр каймасан, тата сулласа ларать (кусок хлеба, надетый на иголку). Н. Карм. † Эп ыр курас пулсассăн, яр, яр (крупным шагом) утса кай, лаша. Ч.П. Çӳçе-пуçа якатса, урам тăрăх яр-яр-яр. (В Янш.-Норв. в этом сл. яр-яр, подр. движениям чел., который прогуливается «с восторгом, с торжеством, с изв. скоростью»). СТИК. Ту çинчен яр ярăнса антăм. Скатился. («Выражает образ действия». В Янш.-Норв. это зн.: скатился плавно и более или менее скоро; по объяснению А. М. Шакмакова (К-Кушки) — скатился быстро). Калашн. Хăмапа çаптарнă хапхасен умне яр тухаççĕ çĕнĕ-çынсем, сар хĕрсем. Батыр. † Яр, яр (здесь в адъективном зн.) пулă пулăттăм, пăр айĕнчен чăмăттăм. Альших. † Алших шывĕ тарăн шыв, яр-яр ишсе пулмарĕ. КС. Салакайăк хорчки ярр ярăнса анчĕ (без движения крыльев). || Подр. быстрому и стройному росту. Альших. Яр ӳссе кайнă. (Дерево) выросло быстро и прямо (стройно). || Подр. качанию зыбкого, упругого предмета. Сред. Юм. Пысăк йывăç тăрри çил пȏр чохне ярр, ярр! ярнать. IЬ. Хосанти чавсаллă тарантассĕм çине ларсан яр, яр-çиç ярнса пыран. IЬ. Пӳрт тунă чȏхне отса çӳреме хȏракан хăмасĕм ярр-ярр! ярнаççĕ. IЬ. Прахут хȏмĕ çинчен пĕчикрех лоткасĕм ярр, ярр! ярнаççĕ. IЬ. Хăма пуçĕ çине тăрса ярнсан, хăма ярр, ярр! ярнать. См. еще Паас. 21.

ярăнкала

учащ. ф. от ярăн. Хыпар № 10, 1906. Ăçта пăхнă, унта таракан, е яшка тирки çинче ярăнкаласа çӳреççĕ. СЧУШ. Пĕр чашкă шу илмелле, шушне (= шыв ăшне) ярăнкаласа çӳрекен япала ямалла. Чашкă хĕрине (= хĕррине) укçа, çăккăр, кĕл, кăмрăк, йăвăç хумалла, унтан шыври япалая çавăрса ямалла; çав япала мĕн тĕлне чарăнать, çавăраканăн пулас арăмĕ е каччи çавнашкал пулать: укçа тĕлне чарăнсан, укçа тытакан; çăкăр — пуян; кĕл — начар; кăмрăк — ухмах; йăвăç — пĕр пек, ни начар, ни пуян мар çын. См. çĕнĕ çул.

ят

(jат), имя; название. Менча. Когда у чуваш родится ребенок, то, еще раньше, чем крестить его (шыва кӳртиччен), ему, заодно с бабушками-повитухами (эпи-карчăк), нарекают имя. Если не наречь имени, то это считается нехорошим, так как иначе имя ему наречет чорт (шуйттан). Как только наступит время родить, бабы приводят повитух, и тотчас по рождении дают ребенку имя. Если родится ребенок мужеского пола, то иного нарекают Упа, иного Юманкка, иного Тăхти, а иного Сатай. Все эти имена даются с суеверным соображением. Упа называют затем, чтобы ребенок был здоров как медведь и не болел; Юманкка — чтобы он был крепким и коренастым как дуб и не хворал; Тăхти ― чтобы он был живуч и чтобы племя его множилось и не вымирало; Сатай ― чтобы род его плодился и не исчезал. Что касается девочек, то некоторых из них называют Хĕрпик, других Силпик, иных Эрнук и Тунюк (scr. Тунӳк). Хĕрпик — название не суеверное; родилась девочка, ну и говорят: давай назовем ее Хĕрпик; имя Силпик ― дается с суеверным соображением (ăрăмласа хуни): дескать, Силпик будет жить в почете (сил) и уважении (чис). Эрнук называют тех, которые родятся в пятницу (эрне-кун), а Тунюк (scr. Тунӳк) — родившихся в понедельник (тунти-кун). Ача ят хуни. Тĕне кĕмен чăвашсем, çамрăк ача çуралсассăн, ача ят хума ни пуп патне, ни мулла патне каймаççĕ. Вĕсем (некрещ. чуваши) ача ятне ватă стариксем, ватă карчăксем, эпи-карчăксем, хурăнташсене, ратнисене пухса, хăйсем пĕлнĕ пек, ача мĕн кун çуралнă, çав кун ячĕпе е çав кун ячĕ евĕрлĕ ятпа, пĕр-пĕр святой ятне асăнса тунă праздник тĕлĕнче çуралнă пулсан, ачине те çавăн ячĕпе ят параççĕ. Ывăл ача пулсан, ак çапла хураççĕ: ачи шăмат-кун çуралнă пулсассăн, Шăмак ятлă хураççĕ; вырăсерни кун çуралнă пулсассăн, Вырăстай ятлă, Ванюк (чит. Ванюк) ятлă хураççĕ; тунтикун çуралнă пулсассăн, Тутирек ятлă, Тутиер ятлă, Тăхтаман ятлă хураççĕ. Хĕр ача çуралсассăн, унăн ятне те арçын ачинни пекех хураççĕ. Улăштарсан та, сайра улăштараççĕ. IЬ. Некрещеные чуваши, когда родится ребенок, не ходят, чтобы наречь ему имя, ни к попу, ни к мулле. Чтобы наречь имя ребенку, они созывают старых стариков и старых старух, повитух, родственников и сродников, и нарекают имя ребенку, как умеют сами — или по имени того дня, когда ребенок родился, или именем, подобным имени этого дня; а если он родится около праздника в честь какого-либо святого, то — по имени этого святого. Если родится мальчик, то нарекают так: если ребенок родился в субботу, то Шăмак; если родился в воскресенье (вырăс-эрни кун) — Вырăстай или Ванюк; если родился в понедельник, то Тутирек, Тутиер или Тăхтаман. Если родится девочка, то ее имя нарекают подобно имени мальчика. Если и меняют, то редко. Кроме того имени, они некоторых нарекают по имени родителей, родственников или рода (тата вĕсем хăшин-хăшин ятне ашшĕ-амăш ячĕ, хурăнташ-ăру ячĕ майлă эл йăх ячĕпе хураççĕ). Имена детям своим они нарекают (хураççĕ) тогда, когда вздумают. М. Рус. Ĕлĕкхи чăвашсем ачисĕм пурăнмантан хĕр-ачасене вĕçен-кайăк ячĕпе, ывăл ачасене ураллă кайăк ячĕпе ят хунă. Макка 212. Вăл ача ятне кун ячĕпе шыраса тупаççĕ; кун мĕн ятли пулать, ăна та çавăн майлăрах хураççĕ. Çапла пĕр кун ятне илер-ха: эрне-кун хĕр пулсан, Эрнепи ятлă хураççĕ; ытлари-кун пусан, Утлаш ятлă хураççĕ. Альш. «Имена часто даются в виде соображения относительно зажиточности: если человек с не очень нравящимся чувашам именем живет славно — тихо, зажиточно, смышленно, то это имя дается многим на селе». Т. М. Матв. Ятне хуман ача макăра пулать. (Япалана килĕшмесĕр илсе кайсан, тавар хуçи хаклă ыйтма пултарать, е ĕçе малтан килĕшмесĕр ĕçлесен, ĕçлекенни хаклăрах илесшĕн, ĕçлеттерекенни йӳнрех парасшăн — çак сăмаха çавăн чухне калаççĕ). Якейк. Пĕчĕк ачасам кошаксене, сорăхсене, пăрусене ят параççĕ. Пĕр ятпах хăш чохне сорăха та, пăрăва та кошака та чĕнеççĕ. Кĕтерин, Маркка, Веркка ятлă хораççĕ. Лашапа йăтăсен те хăш чохне пĕр ят полать, напр., Мальччăк ятлă йăтă та пор, лаша та пор. Суждение. Турă, рая пырсассăн, вĕсене ятран каласа чĕннĕ (звал по именам). Псалт. 146,4. Вăл вĕçĕмсĕр нумай çăлтăрсенĕн хисепне те пĕлсе тăрать, вĕсене пурне те ятран пĕлет. Мар. Егип. Зосима çав хăйне нихăçан та курман, нихăçан та пĕлмен арăм ятран чĕннине илтсессĕн, пит тĕлĕннĕ. Е. Ятран чĕне-чĕне кăлар. Альш. Чăвашсем ятран каламаççĕ. Ашшĕ-мĕн ячĕпе чĕнсессĕн, чăваш çиленет. Ашшĕ-амăшĕ ятлă çынна ячĕнчен чĕнмеççĕ: атте ятли, анне ятли теççĕ. Хăй ятлине аташ теççĕ. Пуринчен ытла кăна хĕр-арăмсем çапла тăваççĕ. Псалт. 108,21. Эй турăçăм, турăçăм, эсĕ маншăн хăвăн ятна тивĕçлине ту. Якейк. Аланмасăр порнатпăр, ватă ятне илтетпĕр (нас обзывают стариками). Посл. 179,11. Вăл сире хăвăра чĕнсе илнĕ ята тивĕçлĕ çынсем тутăр. Шурăм-п. № 21. Хăй ĕçсе пурăнать пулсан та, чăваш ятне унăн пек пăсмалла мар. Сала 50°. † Кĕмĕл çĕрĕ, ахах куç, — унăн ятне кам пĕлмест? Что сокращ. жизнь. Рай пурăнăçĕ-çех пурăнăç ятне илтме тивĕçлĕ. Макка 110. † Чунăмăр тӳрă аллинче, ятăмăр патша умĕнче, пĕвĕмĕр ырă çын умĕнче, шухăшăмăр атте-анне умĕнче. Сир. 41. Ухмах темесĕр мĕн ят парас ăна? Альш. Хальхи чăвашсем пайтахăшне мĕне кĕлтунине те пĕлмеççĕ, тет, ятне-кăна, пĕр пĕлмесĕр, калаççĕ тет. Собр. 339. † Пĕвĕр илемлĕ, сăнăр хитре, кам хунă-ши сирĕн ятă-ра? || Очередь по отбыванию воинской повинности. Б. Олг. Каþан, пичин салтак ячĕ тохсан (был объявлен рекрутом), пичин ик хĕр-ача пор-ччĕ. См. ят пар. || Назначение. Юрк. Укçа пулсан, пуштăпа яр. Анчах укçăна хам ятпа ан яр. Будут деньги, пошли почтой. Только не посылай на мое имя. N. Пĕр письмо (= çыру) янă-ччĕ сан ятпа. Одно письмо на твое имя было послано. || В выражении ячĕпе «от имени»... Хыпар № 9, 1906. Вĕсем кĕпĕрне ячĕпе суйласа яма 50 çын хушшинчен 8-9 çын-кăна суйласа ямалла. IЬ. № 8. Пирĕн те пĕтĕм чăваш халăхĕ ячĕпе пуху тума пулмĕ-ши? тетĕп эпĕ. || Цель. Хыпар № 46, 1906. Закона уççа парас ячĕпе Сенат çĕнĕ закон кăларчĕ. || Доброе имя, честь. Ч.П. Леш кассенĕн хĕрĕсем ашшĕ ятне ямалăх. Альш. † Атте-анне ятне лайăх тытсан, пире лайăх çынсем чис парĕç. Собр. 173°. † Атте-анне ячĕпе патшасем чĕнеççĕ хăнана. Янш.-Норв. † Аттем-аннем ячĕпе ырă çынсем чĕнеççĕ хăнана. С. Алг. † Ман туй килет шавласа, атте-анне ячĕпе. || Хорошая или плохая слава, молва. Ст. Чек. Ячĕ пысăк ĕнтĕ. Он уже прославился (в хорошем смысле). Альш. † Маттур-маттур хĕрсене ячĕпелен шыраççĕ. Якейк. † Çварни çони шуç котлă; шуçĕ йолать йор çине, ят сарăлать ял çине (слава идет по деревне). N. Ырă ят илт, выслушать (себе) похвалу, добрую славу. К.-Кушки. Пуян ячĕ çĕклесе, виçĕ пуспа ан виртле. Славясь богачем, не дразни тремя копейками. Ч.П. Ятăра пăсĕ. Ала 103°. † Ĕçес-çияс хуçаран, ыр ят тăвас хăнаран. Альш. Пурăнать вара салтак арăмĕ хуняшшĕ-хунямăшĕ аллинче; вĕсем ырă пулсан, ырă ят илтсе, вĕсем усал пулсан, усал ят илтсе. N. Халăха тытса тăракан каланă сăмахĕсем тăрăх ăслă çын ячĕ илет. N. Хаяр ята кӳрт. Сделать предметом осуждения. Бижб. † Чаплă хĕрĕн чап каят, начар хĕрĕн ят каят, тет. Юрк. † Çичĕ çул ямшăк çӳрерĕм, ямшăк ятне кăлараймарăм, çичĕ пушă аври хуçмарăм. Макка 36. Çак хамăр кас ачисем ят кăларма хăтланчĕç (хотели распустить дурную славу). IЬ. 173°. † Çинçе пӳме ӳстертĕм ятма ял çине ямарăм. IЬ. † 107°. Ялсем çинче ан мухтанăр, ятăр юлĕ ял çине. Лашман. † Çăпатана пăрахса, атă тăхăнтăм, пуснă йĕрсенчен вут тухтăр. Вучĕсем пĕр тухчăр, чулĕсем путчăр, матур йĕкĕт çинчен ят тухтăр. Сир. Ху çинчен элекçĕ ячĕ ан кăлар. Не приобретай славы клеветника. . Ик чĕлхелĕ çын çинчен яланах усал ят каять. || Брань, выговор. N. Хаяр ята кĕр. Подвергаться дерзкой брани. N. † Çамрăк пуççе чармасан, ваттисене ят тивет. Пус. Сĕм вăрманта вăрăм йывăç, çил тимесĕр пĕр кун лармĕ. (Салтака ят тивни). Сала 196°. Сулахай хулха янрасан, ят илтет. N. Лашисене хупмаççĕ, вăррисене хаяр ят; хĕрĕсене чармаççĕ — каччисене хаяр ят. Сятра. † Ах, пире ват ятлать! Ват çын ятне пăхсассăн, эпĕ пасара та тохас çок. Юрк. † Пĕр хĕр ясар пулсассăн, пур хĕр çине ят килет. Ала 89. Ача-пăча ятран-патакран пит хăрать. Дети очень боятся брани и побоев. Якейк. Мана порнма пит йăвăр: кашнă конах ят илтеп (слышу брань). Орау. Капла туса ят илтиччен, эпĕ луччă тепĕр çĕрте сăмахсăр пĕр пуссăр хырăма тăранмалла ĕçлем. Ч.П. Çавна тытса чуп-тусан, çамрăксене ят тивет (побранят). || Молва. БАБ. Ял çине ят карĕ, халăх çине хахать карĕ (из «такмак»; слух, молва). || Звание. Панклеи. Кăна илес мар, мĕн пуçлăх ятне илтес! Если этого не взять, то зачем и начальником называться! (Слова солдата. Сказка № 16.). Сир. 68. Тепĕр тус пур, тус ятне-кăна илсе тăрать. || Сословие. Хыпар № 13, 1906. Смоленск уясĕнче 32 çынтан — 18 дворян, 5 çын урăх ятран, 9 çын хура халăхран. || Для проформы. Ст. Чек. Çумăр ятне-кăна çăват. Только слава, что дождик (т. е. еле-еле накрапывает и т. п.). Хыпар № 42, 1906. Улпутсем вăл ĕçе панă укçана кĕсьене чикеççĕ. Ĕçĕн ятне анчах тăваççĕ. Календ. 1904. Хыт сухана пит кăйран тухаççĕ, иккĕмĕш хутне çавăнтах тăваççĕ, тата иккĕмĕш хутне ятне-кăна (анчах) тăваççĕ. Орау. Мур çĕвĕçи (этот чорт портной, этот негодный портной) сăхмана пăсса хăварчĕ. Майтансем (майданские) вăсем путлĕ çĕлеççĕ-и? ятне анчах туса çӳреççĕ вĕт! СТИК. Ятран-кăна тукаласа тунă. Сделано кое-как. . Ятран-кăна (ахальрен-кăна) шаккакаласа хунă. Кое-как сколочено. Иваново. Ачасĕм, эсир кунта вĕренсе тухрăр... Ячĕ-çеç ан пултăр; мĕн вĕреннине ан манăр, киле ан юлăр, епле-те-пуса ытти çĕре кайма тăрăшăр. Сред. Юм. Аптратнă мана текех: туса пар, тесе; ячĕ пȏлтăр, тесе, туса патăм. || Нарочитая цель, назначение. Иногда имеет оттенок послелога. Панклеи. Йăван хĕпĕртесе: килях, пичи, килях! тет. Ăсса тох-ха, арăм, пичи ячĕпе, тет.Макка 212. Леш укçине ачин ячĕпе каласа хураççĕ. Те деньги кладут в честь новорожденного. Аку 121°. Турăпа патша ячĕшĕн (ради или во славу). Шурăм-п. № 14. Мана та праçник ячĕпе (для праздника) ĕçтересшĕн. || Надельная душа. Ст. Ганьк. † Ял ялĕнче хĕр нумай, хĕр нумай та, ят сахал. Хамăр ялта хĕр сахал, пĕрне те мана памаççĕ. . † Хĕр сахал та, ят нумай, хăçан ӳссе çитĕç-ши? Изамб. Т. Ятран куланай пухаççĕ (по душам). О сохр. здор. 57. Пĕр ик-виç вĕлле пулсан, вĕсем (пчелы) пĕр ятăн çулталăк куланайне татмалăх ĕçлесе параççĕ. Макка 235°. Ялпа пĕрле çынсанчен ят тăрăх укçа илеççĕ те, çав укçапа вара пĕр тиха или лаша илеççĕ. Альш. Тырă пулманнипе, ят сахаллипе юхха ере пуçланă вăл (он). Бес. о земл. Кашни пусса анана уйăрса, ятăн (по душам) валеçе пуçланă. N. Ятран (с души) куланай тӳлесси. Нюш-к. Ятпа уйăр, ятпа уйăрнă. Истор. Куланая ун чух çын тăрăх (ятран) тӳлемен, çĕр хисепĕпе тӳленĕ. Н. Шинкус. Вăл ӳчӳкне пирĕн ялсем пĕр вăкăр, пĕр тына, виçĕ сурăх параççĕ. Ӳчӳк çывăхара пуçласан, çав выльăх-чĕрлĕхсене илмешкĕн, тата кĕрпеçăнăх илмешкĕн, ят тăрăх мĕн чулшар-та-пусан укçа пухаççĕ. (Аслă ӳчӳк). Истор. Вăл, вырăс çĕрне хăйĕн çыннисене ярса, тепĕр хут ят хисеплеттернĕ. || Надел (земли) на душу или на едока. Цив. Манăн ят çĕрне те аттесем ĕçлесе порăнаççĕ. Мой надел земли обрабатывают мои домашние. Орау. Эсĕ мĕлле (или: мĕн) тăвашшăн: ятна парас-и, ай анан памалла-и? — çавна шут тума киле кил. Как ты хочешь сделать: сдать ли твой душевой надел с условием, чтобы исполнялись все повинности (арендатором), или сдавать в аренду позагонно (на год)? Приезжай решить этот вопрос. N. Çак вырсарни-кун ятне парассине нимĕн те калаçмарĕç. В минувшее воскресенье относительно сдачи земли в аренду ничего не говорили. N. Эсĕ пĕр ятпала та пит пуян. Ты и с одним душевым наделом живешь богато. Юрк. Ана-çарансене ят çинчисене-кăна мар, тара та иле пуçлат. Не довольствуется надельными полевыми угодьями и лугами, а начинает и арендовать. . Миките Микулайĕ, ачисем ята кĕриччен (пока дети не получили надела), çапла пит тертленсе пурăнат. . Миките Микулайне йышлă çемьепе, пĕр ят çинчи ани-çаранĕсемпе-кăна (с одним душевым наделом) тăранса пурăнма пит йывăр пулнă. Шурăм-п. № 18. Виçĕм-çул, халăх çĕр уйăрнă чухне, ята кĕресшĕн хыпаланчĕç (спешили получить надел земли). Изамб. Т. Старик ячĕ тухсан, тепле пурăнăпăр вара. Если надел моего умершего мужа отберут в общество, то как мы будем жить? Альш. Пур унта хăшĕ-хăшĕ, унтан-кунтан ят пуçтарнисем: çирĕмшер-вăтăршар ятлă. . Утă Чăнлă улăхĕнче ят пайне пĕр виç купа тивет, теççĕ, Элшелсен, утă пулнă çулсенче. «Ят пайĕ утă» тиекенни, унти утă, чăн лайăх утă вăл. Ч.С. Ятлă çынсем кашни килĕрен ят тăрăх çăмартапа çăкăр пуçтарса çӳреççĕ. (Во время «хĕр-аки»). Чув. календ. 1910. Пирĕн хура халăх йышлăланнă-çемĕн йышлăланса пырать, çавăнпа ят çĕрĕ сахалланнă-çемĕн сахалланса пырать. || Подушное. Изванк. Темиçе ят пама пар. Увеличь число мужчин в семье. (Из моленья).

ят хушни

называние при помощи названий родства? (срв. тат. jат куш «нарекать имя, давать имя»). Из помещенного ниже бессвязного текста тоже видно, что чуваши избегают называть по имени своих близких, для которых существуют особые названия, определяющие их родственные отношения к говорящему. Аналогичный этикет соблюдается и в отношении посторонних лиц. Ст. Чек. Ят хушни, — ятпа каласран, чĕнеçрен. Ваттине ватă вырăнне хурса, çамрăкне çамрăк вырăнне; асатте, папай, тесе, ватă çынна, асанне, эпи, тесе, ватă хĕр-арăма, карчăка чĕнеççĕ. Çĕнĕ çын, вообще тете арăмĕ, упăшки йăмăкĕсене: хĕрсем, шăллĕсем, ывăлсем, тесе, чĕнет, кирлĕ пусан.

ятлă

(jатлы̆), имеющий имя. Макка 54. Пирĕн ялăн уйсем пурте пĕр ятлă мар, темиçе тĕсли те пур. IЬ. 59°. Пирĕн ял Уравăш ятлă; çырма хĕррине ларнă та, çавăнпа çапла ятлă пулнă. Чаду-к. Ачи мĕн ятлă пулчĕ? Орл. II, 239. Икĕ аманăн пилĕкшер ача, пурте пĕр ятлă. (Пурне). Ч.С. Мирун ятлă çын. Человек по имени Мирон. Юрк. Эсир епле ятлă çынсем пулатăр? Как вас зовут? НАК. Çав ялта çапла ятлă (такой-то) çын хĕрне парать (замуж выдать хочет), тет. N. Ăна Эммануил ятлă хурĕç. Ч.С. Ку ачана эпир «Илюшка» ятлă хуратпăр, терĕ. Сюгал-Яуш. Вара кайран мĕн-мĕн ятлине çыра пуçларĕ. А потом начал писать имена. Богдашк. † Сăрисем те сăра ятлă иккен, сăрисем те пылтан тутлă иккен; хуçисем те хуçа ятлă иккен, хусан купсисемпе тан иккен. Латыш. Турă умăнче ырă ятлă пуласшăн (чтобы угодить). || Пользующийся авторитетом; чиновный; знаменитый. Бурунд. † Ялта ятлă çын пулсан, пилĕк пуспа ан виртле. Изамб. Т. Ятлă çын; так назыв. сельского старосту, десятского, сотского. . Ятлă çынсене чĕнсе килĕр. Ходар. Ялта ятлă çын пулма пар. (Из моленья чӳклеме). Хыпар № 15, 1906. Вечера халăх вăрçă çинчен, вăрçакан халăхпа килĕшесси çинчен, çĕнĕ закон кăларасси çинчен, ятлă çынсем суйласси çинчен канашланă. || Именной; определенно назначенный данному лицу. М. П. Петр. Ятлă курка — именной ковш. Микушк. † Ял-ял урлă килтĕмĕр, ятлă парне илмешкĕн. (Свад. п.). N. † Ял-ял урлă карăмăр ятлă кĕпе тăхăнма. || Славный. Ч.П. Ятлă — славный. || Ывăлсем ятли, тот человек который носит то же имя, что мой мл. деверь. (См. ывăлсем). Хĕрсем ятли, тезка моей мл. золовки. (См. хĕрсем). Буин. у.

яшка çини

угощение девушки-гостьи. Сред. Юм. Хăна хĕрне яшка çиме чĕнес пȏлать. IЬ. Хăйсен ратнисем патне ларма пынă хĕре, хĕлле полсан, яшка çиме чĕнеççĕ (угостить). IЬ. Хăна хĕрĕсĕне, салтака кайнă ачасĕне ратнисĕм яшка çиме чĕнеççĕ (зовут в гости). || СТИК. Туйне, çĕнĕ-хăтине, таврăнипе туса пĕтерсен, çĕнĕ-çынпа упăшки çывах çынсем патне хăнана çӳреççĕ. Вăсем чĕнмесĕр пымаççĕ, питĕ хытă чĕнсен тин (пыраççĕ); çавна: яшка çиме илсе килес, теççĕ. Яшка çиме илсе килес, тесе, тата ларма хĕрне вăл ларма пынă çын ратнисем хăнана илсе çӳренине калаççĕ.

ейӳ

(jэjӳ), разлив реки. СПВВ. Х. Ейӳ — разлив воды. Ст. Айб. † Кăçал йĕпе питĕ пулчĕ, ейӳ карĕ аякка. Нынче было очень мокро, разлив был широкий. (Та же песня и в с. Тайбе). Ядр. Ейӳ тухсан, во время разлива. Ч.С. Пирĕн пĕр Пăла (scr. Була) ятлă пысăк çырма пур, вăл çур-кунне ейĕве каят (разливается). N. Çыранĕсенчен тухса, пит ейĕве кайса выртать (о реке). Изамб. Т. Çур-кунне шыв тулсан, ейӳ тухать те, икĕ енелле те сарăлса каять. IЬ. Кăçал ейӳ тухăрĕ (= тухрĕ, вода вышла из берегов). IЬ. Кăçал ейӳ инçене сарăлчĕ (широко). IЬ. Ейӳ чаксан, атмапала пулă тытаççĕ. После спада воды рыбу ловят наметкой. IЬ. Ыраш аксан, ăна ейӳ пусат. Если посеять рожь, то ее затопит разливом. Хыпар № 5, 1906. Нил шывĕ, тулса, 10—14 аршăн çӳлелле хăпарса каять; вара хăй çырансенчен тухать те ейӳ пулать (инçе сарăлать). Сир. 46. Фисонпала Тигр шывĕсем çĕнĕ çимĕç ĕлкĕрнĕ вăхăтра ейӳ кайса тулнă пек вăл ăслăлăх тултарать. Имен. «Ейӳ — зажоры, разлив реки. Ейӳ пула пуçласан». N. Çаран ейӳве кайнă. Луга залиты водою. || «Изволок». Тюрл. Ейӳ — изволок. || Неглубокое место в реке, где вода течет мелкими струйками. Тюрл. || Мелкий (о посуде). СТИК. Ейӳ тиркĕ, ейӳ чашкă, тесе, ăшăк чашкă-тирке калаççĕ.

çĕнĕ йысна

«новый зять». К.-Кушки. Çĕнĕ йысна тесе, килте е ратнере халĕрех кайнă хĕрĕн упăшкине калаççĕ, анчах пыра-киле вăл ят пăрахăнат. (Муж родственницы, вышедшей замуж не так давно).

çĕнĕ йинке

жена дяди по отце, женившегося не так давно. К-Кушки. Çĕнĕ йинке тесе, ашшĕпе пĕр тăванăн арăмне, вăл халĕрех-кăна авланнă пулсан, калаççĕ. IЬ. Çĕнĕ йинке тесе, хĕрипăраçсем ратнери хăйпе пĕр танлăрахăн арăмне калаççĕ. Хăшĕ-хăшĕ çав ята кайран та пăрахмаççĕ вара (так зовут девушки жену родственника, который с ними более или менее в равных летах). || Жена недавно женившегося (в доме или в родстве). . Çенĕ йинке тесе, килте е ратнере халĕрех-кăна авланнă çыннăн арăмне калаççĕ пĕчĕкрех ачасем. Ав çĕнĕ йинкӳ хĕвелçамăш парас тет, кус-ха кайса ил! (Говорят детям. С течением времени это назв. ими забывается).

юпа уйăхĕ

назв. месяца, в новом понимании ― октябрь. Янгильд. Йопа уйăх ― октябрь. Ст. Чек. Юпа уйăхĕ, октябрь. N. «Поминки справляются главным образом в октябре, в полнолуние, но случается иногда на масляницу и на пасху». Макка 190°. Унтан вара, юпа уйăхĕ çитсессĕн, юпа тăваççĕ; юпана каçхине тăваççĕ. Кĕçĕр юпа, тесессĕн, ирхине юпа касма каяççĕ; юпа касма кайнă чухне, пĕр чăхă, çурă штух эрех исе каяççĕ; унта лашапа 3 каяççĕ; ăна вара исе килсен, пӳрте исе кĕреççе те, тӳшек çине выртараççĕ те, сăхман витеççĕ. Начерт. 93. Йопа-ойăх, ноябрь, месяц поминок. Шумерля. Юпа уйăх, ноябрь. N. Кĕр-кунне, юпа уйăхĕнче, вара çĕнĕ вилене, пумилкке туса, пĕтĕмпех ирттерсе яраççĕ, ытти вилнĕ çынсемпе хутăштарса яраççĕ; хăне ăрасна асăнмаççĕ вара урăх, ытти вилнĕ çынсемпе пĕрле асăнаççĕ. Юпа уйăхĕ — октябрь; ун хыççăн чӳк уйăх пулат.

лар

садиться; сидеть. В. С. Разум. КЧП. Ку çын лармасăртарах тăрать. Чуратч. Ц. Пукан çине (на стул) ларчĕ те, каçчен те тăмарĕ (просидел, не вставая). Артюшк. Вакона ларма вăхăт. Пора садиться в нагоны. N. Пĕр ларсан, тахçанчченех ларать вара. Если сядет, то сидит очень долго. Сред. Юм. Лар килте, кôтна хĕссе! Сиди знай дома! N. † Ларас тăрас саккине ука сарса хуччăр-и; выртас-тăрас выранне тӳшек сарса хуччăр-и. Çĕнтерчĕ 51. Паян ларас-тăрас килмест. Сегодня не хочется ни сидеть, ни ходить („стоять“). N. Мăн кĕрӳ пуринчен мала ларать, эллине сăра курки тытать; вара вĕсем виçĕ тапхăр тăрса лараççĕ; виççĕмĕш тапхăр тăрсан, сĕтел хушшинчен тухаççĕ те, каччин ашшĕпе-амăшне малти сак çине лартса, вĕсен умăнче икĕ тапхăр çаврăнаççĕ, виççĕмĕшĕнче пуççапма лараççĕ. N. Пĕр çулччин киле урапапа çунапа ларса кĕмест, анаçĕне (= ана çине) ларса кĕмест-тухмасть (молодушка). Б. Яуши. † Лаши лайăх, çуни лайăх лараканĕ çук. Юрк. Ун çумне кĕрӳ çуммĕн лараканни ларать. Юрк. Эпĕ, патша пулсан, ялан çапла кăмака çинче ăшăнса кăна ларăттăм. Ib. Икерчĕ çиме ларсан та, каллех çапла: ех, тет, эпĕ патша пулсан, яланах çапла çуллă икерчĕсем анчах çисе ларăттăм! тет. Сред. Юм. Ĕçессе нăмай та ĕçмен пик полчĕ, ларнăçĕм пôсать (постепенно пьянеешь) полас, ôра çине тăрап та, тайкалана тăрап. Чăв. й. пур. 23°. Хăй халĕ суккăр ларать ĕнтĕ, ниçта та тухаймасть. Регули 3. Вăл ĕçлеме ларать. Он садится за работу. N. Пит аван шыв хĕринче мĕлле пăр катăксем пĕр-пĕрин çине хăпара-хăпара ларса, каллех йăтăна-йăтăна анса кайнине пăхса тăма. || СТИК. Ларайман, ларса çитеймен, картне ларман (т. е. глупый). || Йӳç. такăнт. 52. Пурте кулаççĕ. Кĕркури, çиленсе, пуçĕпе сулкаласа, лара-тăма пĕлмест. Копăрла. † Ларас-тохас лайăх полтăр. Чтобы было хорошо с нею (с женою) выехать. Орау. Хăй ларса канимарĕ ĕмĕрĕнче (работала, не покладая рук). Туперккульос 25. Пӳртрен тухмасăр ларса ирттерсе, начар ӳсет, шурăхса каять (бледнеет). Сĕт-к. † Тантăш çони хора çони, ларса чопма шанчăклă. (Çăварни йорри). || Сидеть в тюрьме, под арестом. Альш. Елшелин хуралçисем кайса та лармаççĕ (не сидят в арестанской), ӳретникрен те хăрамаççĕ. Орау. Паян тăват тутара сут турĕç, тăватăшне те лармалла турĕç. Сред. Юм. Ларма кайнă. Пошел сидеть (в кутузку). N. Тĕрмере ларакансем, е персе вĕлернĕ çынсем хушшинче темĕн чухлĕ пĕр айăпсăррисем те лекнĕ (в 1906 г.): вилччĕр, ларччăр... тенĕ пек тăваççĕ. || Быть п. заседателем. Орау. Паян тăват тутара сут турĕç. Манăн тăватăшне сут тунă чухне те лармалла пулчĕ. || Сидеть на посиделках. Изамб. Т. Хĕлле хĕрсем ларма çӳреççĕ. Зимой девушки ходят на посиделки. Альш. Пĕр-пĕрин патне ларма çӳремелле. || Гостить (о девушках). N. † Ларма килнĕ хĕрсене алă çинче вылятрăм, ларма килнĕ хĕрсемпе хытăрах выльăр, ачисем! ЧП. Ларма пырăп. Сред. Юм. Ларма кайнă (девушка пошла, поехала в гости к родственникам). || Справлять (о некот. обрядах). Ст. Чек. Вара кĕрешченке кунĕ каçпа хĕр сăри? лараççĕ. || Сидеть в старых девах. О сохр. здор. Вăл тĕлĕшрен чăвашсен йăли пит аван: вĕсенĕн хĕрĕсем çирĕме, çирĕм икке çитсен тин качча каяççĕ; çирĕм пилĕке çитичченех ларакан та пулать вĕсен. Янтик. † Пиреех те çырнă çын ачи лартăр халĕ çулĕ çитиччен. || Сидеть на яйцах (о наседке). Ст. Чек. Ларат (чăхă ларат). Сидит на яйцах. Альш. Чăхă ир ларсан, тырă пулат, тет. (Примета). || Стоять, находиться (о вещах и предметах). N. Чăматан ларат. Стоит чемодан. N. Карташĕнче вăрманти пек курăк шăтса ӳссе ларнă. ЧП. Çеçен хир варринче пĕр хурăн, лартăр-а хирĕн илемĕшĕн. Янш.-Норв. Пирĕн çумра (рядом с нами), йывăç пахчинче, пĕр кĕлет ларать. ЧС. Темĕн чухлĕ пичке ларать. Стоит много бочек. N. Унта пилĕк мишукпалан çăнăх ларнă. Там стояло пять мешков с мукой. N. Чӳрече çинче кăкшăмпа (в кувшине) шыв ларать. N. Улăм урисем темĕн чухлĕ лараççĕ. N. Вăрман ларать сип-симĕс. N. Тепĕр пуçĕнче тутлă шерпет ларат, сим-пылпа тутлă шерпет хушшинче ылттăн тарилкке ларат. Орау. Ку шыв пӳртре виç сахат ларнă. N. Тинĕс патне çитсен, тинĕсре пĕр карап ларнине курнă. Ядр. † Эпир çăварни чупнă чух ларан-йывăç хумханать, выртан каска тапранат. Могонин. Ларан йывăçа хоппине сӳсен, мĕнле хăрса каять, çанашкал çав çын хăртăр, тет. N. Ăçта-килчĕ-унта хупахсем, хытă курăксем унта-кунта ларатчĕç. Торп-к. Урапи чупмаçть, тет, пĕр вырăнтах ларать, тет. Орау. Ку йăвăçăн тымарĕсем çирĕп халь, нумай лармалла. Дерево крепко держится на корню. Тогаево. Онччен те польмин, пĕр пысăк икĕ хутлă пӳрт лара парать. Эпир çур. çĕршыв 15. Ту вĕçĕнче чылай аслă униче (укăлча) выртать. Кунта, хапха патĕнче, ял юпи ларать, халăх пӳрчĕ ларать, вут сӳнтермелли машшин, пичĕке, пакурсем, тата урăх хатĕрсем лараççĕ. || Остановиться (в движении). Орау. Армансем ларчĕç (иногда говорят: шыва ларчĕç). Мельницы (водяные) остановились (стали) от половодья. || Устояться (о пиве). Якейк. Пирĕн сăра ларсах çитмен-хе (не устоялось после процеживания; дрожди еще не сели на дно). || Осаждаться. N. Хăйăр тырă акас вырăна та ларать, çарана та ларать. || Широко задевать основанием. Орау. Суха-пуç ытла ларса пырать, ăнмарĕ („купташки“ своей выгнутой поверхностью задевает за землю. Зависит от неудачной установки сохи). || Лежать (о вещах). Çăкăр кăмакара ларат (но: çăкăр сĕтел çинче выртат). || Находиться (о корнях растений). N. Темĕн пысăкĕш йывăçсен те тымарĕсем çиелтех лараççĕ. || Упасть (о стреле). Абыз. Ухă çав старикĕн пӳрт çине ларнă. N. Йывăç юппине (на развилину дерева) юр ларнă. || Садиться, становиться плотнее. Орау. Çуркуннехи çăмăрпа çĕр ларать, теççĕ ваттисем. || Замерзать (о реке и пр.), о ледоставе. Альш. † Çерçи чак-чак тăват-çке, Атăл пăрĕ ларат-çке. АПП. Сивĕ енчен çил вĕрсессĕн, Атăл ларнине çавăнтан пĕл. || О снеге. Девлезеркино. Юр ларчĕ. Снег сел (осел). || Выправиться (о вывихе). ЧС. Ĕнтĕ, кин, ачун алли ларчĕ. N. Нумайтарах, ĕçлесен унăн алли-урисем каллах хытса ĕлĕкхи вырăна лараççĕ. || Отзываться, вредить. Изамб. Т. Лашана кĕçĕнтен йывăр турттарса çӳретсен, лашан куçне ларат (ослабеваег зрением), теççĕ. N. Ытлашши çийӳ чире ларать. || Осесть (о строении). Альш. Пӳрт ларнă ĕнтĕ пирĕн (осел). || Иваново. Урай хăмисем, никĕс пĕренисем, тата кăмака ларса юлнă (остались без осадки). || Сесть (о материи). Трхбл. Брюки ларнă. Брюки сели. || Оседать. Туперккульос 4. Çын çăварне, сăмсине ленкеççĕ, кăкăра лараççĕ, тĕрлĕ май çын ăшне ленкме пултараççĕ (бактерии). || Загрязниться. АПП. † Сакăр тиртен çĕлетнĕ сар кĕрĕке кирĕк лармĕ, тесе, пĕлтĕр-им? В. Байгул. † Çуса çакнă шур сурпанне кирĕк лармас, терĕç пуль. || Увязнуть, застрять. О сохр. здор. Е, апат çисен, шăл хушшине пĕр-пĕр япала ларса юлса çĕрсе тăрать. Кума-к. Эпĕ лапрашне (= лапра ăшне) антăм-лартăм (вдруг очутился в грязи, в топком месте). Шурăм-п. Филип сурăх хыçĕнчен чупрĕ, анчах ури пылчăка ларнипе кайрĕ-ӳкрĕ. Чув. пр. о пог. 304. Пăр ларса йолсан, çул йывăр пулать. Если лед останется (на берегах), год будет тяжелый. || Заходить (о солнце). N. Хĕвел анăç хĕрелсен, пĕлĕте ларсан, çăмăр (тăман) пулать. || Прибавлять (ветви, коленца). Альш. † Мĕшĕн кĕрлет-ши çав хăмăш? Сыпăкран сыпăка ларасшăн. Ib. † Мĕшĕн шавлат-кĕрлет çав вăрман? Туратран турата ларнă, тет, çав вăрман. Карабаево. Улма-йывăççи çеçкене ларса иртнĕ. || Закалеть. Ст. Чек. Çăккăр вут начар хутнипе (от плохой топки) пиçеймесĕр ларса каят (около нижней корки тесто уплотняется и не пропекаетcя). || Заниматься; служить. Туперккульос 18. Пĕр туперккульос чирĕ çинче кăна ларакан тухтăр çав чир çинчен, çĕнĕ япаласем мĕн тухнине (напр., открытия в области медицины) пĕтĕмпе пĕлет. ГТТ. Ача-пăчапа пурăнакан çынна, ку ĕç (литературная работа) çинче кăна ларсан, пурлăх тĕлĕшĕпе хĕнтерех пек (трудно с экономической стороны). Орау. Кунăн çĕрĕн хут çинче ларакан çын шурса каять (бледнеет). Образцы. Ай-хай, хĕрлĕ чĕрем, çутă сăнăм, шур хут çинче ларса шурăхрĕ. Истор. Ялан ĕç çинче ларса, тата ытларах сывăмарланнă. N. Çирĕм пилĕк çул тиякра ларчĕ. N. Вăл ĕç çинче лармаççĕ вĕсем. Они этим делом не занимаются. Яжутк. † Пуртă тума тимĕрç çук, тимĕрç ларма çырма çук. || Расположиться, расселиться, поселиться. Юрк. Тинĕс хĕрринче ларакан хула. Ib. Эпĕ пурăнакан савăт (завод) пит аван çĕрте, çаранта шыв хĕрринче ларат (расположен на берегу реки). Янших. Б. Сăр шывĕ хĕрринче ларат (город). Юрк. Чăвашсене ытти çынсенчен уйрăм ялсемпе ларма хушнă. Демид. Пурăнсан-пурăнсан, кун патне таркăнсем, вăрăсем килсе лара пуçларĕç, тет. || Приставать, прилипать. Орау. Тĕмпек (ял) тăнĕ (глина) лармаçть (т. е. не держится), умпа кăмака шăлма юрамаçть урăх. Якейк. Ларать = çыпăçать. Ib. Кăçалхи пак çор аки тума çăмăлне корман: пĕре те лармаçть. Ib. Хăш çол çĕртме тунă чохне те ларать (= тăпра соха тимĕрпе калак çомне çыпăçни). Ib. Олăхри аная тунă чох ларса пăçлар, аран туса пĕтертĕм. КС. Суха-пуç ларать (накопляется земля, и она плохо пашет), вара ăна карлавпа тĕкеççĕ. || Приставать, останавливаться где-либо (о пароходе и т. п.). N. Çак пăрахот Шопашкара (-ра) ларать-и? Пристает-ли этот пароход в Чебоксарах? N. Пăрахот Шопашкарта лармарĕ. Шурăм-п. Халĕ Кĕнер-вăрри çыннисем чухăнланса кайнă. Пăрахут тахçанах ларми пулнă. Альш. Пулăçăсен киммисем лараççĕ унта. || Обходиться, constare. N. Мĕн чула ларчĕ? Во что обошелся (о цене). N. Хаклă çĕр илекене пит хакла ларать. || Получить убыток. Орау. Халь çăмартана кайсан, аллă тенкĕ ларнă, тит. || Остаться, проиграть (в картах). Сред. Юм. Кама ларчĕ? Кто остался? (во время игры в карты). Янш.-Норв. Лартăм. Я проиграл (в шашки). || Обмануться. N. Лаша илесси пит пысăк ĕç, ларасси нимĕн те мар (очень легко). || Находиться в сохранности, храниться. Полтава. Ăçта мулсем ларнине (где скрыты клады)... || Глохнуть (об ушах старика). ГТТ. Манăн хăлхасене ларнă çав ĕнтĕ, илтми пултăм. || Выходить (об урожае). О земл. Çĕнетнĕ çĕр тырра ĕлĕкхи пекех çимĕç парса тăрать, вара унта тырă аван ларакан пулать. Ib. Хура тăпра çинче малтан урăх япала хушмасан та, тырă аван пулать; анчах кайран-кайран вăл çĕр çинче те тырă ларми пулать. Альш. Кăçал тырă начар пулчĕ те, анара пит нумай пулнинче саккăршар урапа, унтан вара чухрах (похуже) пулнисенче пилĕкшер, ултшар урапа ларчĕ, теççĕ. Сорм-Вар. Ахматяк калать (медведю), тет: кашни çапмасерен (= çапмассерен) пĕр пăт çу ларать (каждый раз, как ты меня стукнешь молотком, на мне наростает пуд сала), тесе калать, тет. || Накопляться. О земл. Выльăх айне улăм сарсан, навус ытла лармасть. || Юрк. Шыва лар, быть затоплену водой. || Об обычае созывать знакомых к умирающему. ЧС. Анне вара пиччене атте çинче ларма çынсене чĕнтерсе килтерчĕ (велела позвать). N. Çын çинче ларни. || Доходить, попадать. Яргейк. Урпа утмăл кунта кĕрекене ларать, теççĕ. || Наступать. КС. Кĕр ларчĕ. Наступила осень. (Хĕл ларчĕ, но: çу килчĕ, çур килчĕ; Орау. Хĕл ларсах каять-и ĕнтĕ? Неужели уж так рано начинается зима? || Оказать действие. N. Ăна ларнă. Оказало действие на ум. || В качестве вспомог. гл. Сятра. Сан пит çине мĕнешкел (мэ̆нэ) моклашка токса ларса? N. Курăксем ĕнсе ларчĕç (выгорели от зноя). К.-Кушки. Эпĕ пĕрре шыв хĕрринче нуммай çĕрле пулă тытса лараттăм. Однажды поздно ночью я ловил на речке рыбу. Виçĕ пус. 17. Тăваттăмĕш çулне çĕрте курăксене кирлĕ япаласенчен виççĕшĕ тăнчах пĕтсе ларать. Ib. 19. Пĕр çын, ашшĕ амăшĕсем вилсен, ниме юрăхсăр хăйăрлă çĕр хуçи пулса ларнă. Кан. Мунчине вара шыв тухса ларнă. Яхать-Ошкăнь. Тар тохса ларать. Выступает пот. Букв. 1886. † Сĕт-пыл тулса ларинччĕ (см. сĕт пыл). Альш. Кас çĕнĕ пулса ларчĕ хайхи. Обстроился снова (после пожара), обновился (квартал). Ib. Пăхатăп – тиенсе те ларнă пирĕн лав (нагрузился). Яргуньк. Пуç тăрисене (на головах у них) улмуççисам шăтса, çитĕнсе, улмисем те пулса ларчĕç, тет. Синерь. Вăл, шаларах (дальше в воду) кĕрсе, хулне чăссĕр (= чăсрĕ), тет те, хулĕ сыпăнса ларса (обрубленные руки снова наставились), ачисене (своих детей) тытрĕ, тет. Сунар. Сăрт ĕлĕкхи пекех хăйне хăй хупăнса ларнă (холм закрылся снова сам собою). Орау. Вилнĕ çын чĕпĕтним сана, пĕтĕм çан-çурăмăнта, аллу-урусенче кăвакарса ларнă вырăнсем (синяки) пур? Ib. Сĕтел çинче ламппи çунса ларать (горит). N. Кам хăй валли инкек-синкек шыраса çӳрет, çав ăна чăнах та тупса ларать. БАБ. Эпĕ пăхрăм пек те, пĕр хуран сăмала вĕресе ларнине куртăм пек (во сне). N. Ĕлĕк вăл (это) çын ячĕ полнă, онтан сомах полса ларнă (стало нарицательным именем). СВТ. Çитменнине тата шатра чирĕнчен кайран (после оспы) нумайĕшĕ, чĕлхе çĕрсе, чĕлхесĕр пулса лараççĕ. N. Хăй пурăннă кун-çулĕнче пĕтсе, çĕрсе ларнă çĕртен пире çутта кăларчĕ (он). Пшкрт. Вырăсла пет йосон соляма (очень хорошо говорить) вĕренсе лартрăм (или: лартăм; научился). КАЯ. Ĕнер Тумия урнă йытă тулланă; урмалла-мĕн пулсан, мĕн курса ларас-ха! (что станем делать). Трахома. Тата пĕрер çул иртет те, хай сирĕн пĕлĕшĕр суккăрах пулса ларать. В. Олг. Онăн учĕ перĕн тырă çине вĕренсе ларса (повадилась). Изванк. Пирĕн пӳртре, ăçта кирлĕ унта (где ни попало, везде), çуртасем çунса лараççĕ (горят). Панклеи. Сĕрсенех (как только помазала), ачана ӳт илсе ларчĕ (наросло тело). Ib. Вăл пыркаласан-пыркаласан, çол йăлтах пĕтсе ларат (дорога кончается). Синерь. Кăмакара этем аш вĕресе ларать, тет. (Сказка). Кан. Çап-çуттăн курăнса, каллех тĕттĕмленсе ларчĕ. N. Тата темиçе анпар (так!) тырă туллиех тулса ларнă, тыррисем алăкĕсенчен тулалла юхса ларнă (сыпался), тет. Цив. Шыв тӳрех пӳрте кĕрсе ларчĕ. Вода сама вошла и поставилась в избу. N. Хайхи салтак тухрĕ; как тухрĕ, хайхи çутă сӳнсе ларчĕ. Никит. Питне-куçне хĕп-хĕрлĕ шатра пекки тухса ларчĕ. Ib. Лешĕ кушак-мĕн пулсан, ăна патакпа шаккаймалла-мĕн, вара вăл каллах çын пулса ларать (превращается в человека). N. Анса лар, спуститься; закатиться (о солнце). N. Чунлă япаласем çумне çыпăçса лармашкăн е çекĕлсем, е тăрăнмалли сăмсасем, е чĕрнесем ӳссе лараççĕ (у растений). N. Тепĕр куна хăварсан, вăл хытса ларать те, кирпĕч çапма хĕнтерех пулать. N. Çамрăк арăм çапла пулса ларнинчен пĕтĕм ял тĕлĕнсе, ăсран-халран кайнă (изумилась). Сборн. по мед. Пĕтĕм çан-çурăмне шатра тухса ларать. Абыз. Çĕлен çапрĕ те, Иван пакăлчак таран анса ларчĕ (в землю). Синьял. Турипе сулчĕ, тет те (он махнул гребнем), тинĕс пулса ларчĕ, тет. N. Вĕсемсĕр пуçне хула та пулса ларас çук (не оснуётся). N. Куçса лар. N. † Килкарт варнчи çармăк хорĕн (= хурăнĕ), кăçал касман полсассăн, ватăлсах ларĕ, терĕр поль. N. Мучи куçне шур илсе ларĕ. (Карнăк шăнни). У старичка сделается на глазу бельмо. (Замерзание окна).

ларт

понуд. ф. от гл. лар. N. Эп сĕтел çине (на стол) ларас теп.– Эп сана лартăп! (я тебе дам – сяду!). Ст. Яха-к. Ун чухне лаша пурри ача-пăчасене ним парса та пӳртре лартаймăн (их не удержишь дома). || Сажать. Ст. Чек. Çĕнĕ çул кунĕ чи малтан килекен çынна минтер çине (на подушку) лартмасан, чăхă лармас (курицы не будут сидеть на яйцах), тет. Актай. Ылттăн тупăка юман тăрăнчен илсе анчĕç, тет. Куна урапа çине лартрĕç (поставили), тет те, килнелле кайрĕç („Ларт, посадить и положить. В последнем случае употребл. только тогда, когда выражают бережное обращение“). Альш. Чим-ха, ав çав хĕвеланăç енчи пĕлĕт кунтарах килтĕр-ха, çавăн çине лартса ярам эп ку пукана. N. † Ларма килнĕ хĕрсене лартса ярас (отправить домой на лошади) терĕм те, лаши килте пулмарĕ. Ст. Чек. Уллах сăри курма пыракансене лартса (усадив) ĕçтереççĕ. Якейк. Эп паян вонпилĕк çăмарта çине чăх лартрăм. Орау. Мана лартса çӳрĕр-ха, мана лартса кайăр-ха! (везите, повезите, т. е. повозите, покатайте). Ib. Ĕлĕк хула хӳми тунă чухне чăн малтан тĕл пулнă çынна хӳме айне лартнă (закапывали), тит (не у чуваш). || Ставить, поставить. N. Кĕперĕн тепĕр енне пĕр шальçа (кол) лартса, ун çине шур явлăк (платок) лартса хăвараççĕ. Яжутк. Иван, киле çитсессĕн, паршисене (баржи) шыва лартса хăварчĕ, тет, хăй киле кайрĕ, тет. N. † Хура вăрман хыçне капкăн лартрăм, юртса пыран хĕрлĕ тилĕшĕн. Вишн. 73. Пусă патĕнче (у колодца) выльăх шăвармалли вăлашка тусан, ăна пус çывăхне лартас пулмасть. Юрк. Арăм, балыка (рыба) мĕшĕн кунта кӳрсе лартмастăн? Ib. Кирлĕччĕ малтан çуне кăмакана лартса ирĕлтерме. N. Наччас сăмаварне лартса ярас-им? (т. е. поставить и как бы предоставить его самому себе). Скотолеч. 12. Каçпа лаша патне каткапа шыв лартса парас пулать. N. Халĕ тин тасатрĕ (вымыла), епле сирĕн пек çын умне çумасăр лартатăн (поставишь немытые), тет. Истор. Лавне çул çинех лартса хăварса. Кан. Икĕ уйăх хушшинче виçĕ чăвашла спектаккăль лартрĕ. || Варить пиво. Альш. Арăмсем килте сăра лартаççĕ, сăра юхтараççĕ. Ала 82. Вăтăр пичке сăра лартрĕç, тет, тата пурин пуçне (на всех) пĕр пичке турĕç, тет. N. † Марье ухмах, хăй ухмах, хăй ухмах, уллах сăри хăй лартать, хăй лартать. Никит. † Улюн ухмах, хăй ухмах, куршак сăри хăй лартат. Альш. Амăшĕсем вĕсене пĕр çич-сакăр витре пек (приблизительно) çăра сăра, лайăх сăра лартса параççĕ. || Остановливать. Орау. Ваконсем лартакан çĕртĕ. В том месте, где останавливаются вагоны. || Поставить отметку (балл). Янтик. Сана миçе лартрĕ уччитлĕ? — Тăваттă! Сколько тебе поставил учитель? – Четыре! Орау. Сатачшăн виççĕ лартрĕ. По арифметике поставил три. || Посадить (дерево). В. С. Разум. КЧП. Хаçат çине çапрĕç: йăмра лартмалла, тесе. Çынсем пуплеççĕ: лартакан лартĕ, эпир лартмасан та, тесе [кто хочет — посадить,— и без нас дело обойдется(!)]. О сохр. здор. Урам хушшисене час ӳсекен йывăçсем лартса тултарас пулать. || Вставлять. СКАЗЗ 30. Чӳрече касса, алăк лартаççĕ. || Наносить (нанос и т. п.) Альш. Кăçал лартса хăварнă туйăн çине (на иле, на наносе) кăçалах курăк тăтса, темĕн çӳллĕш ӳсме тытăнать. Баран. 96. Тĕлĕ-тĕлĕпе (на дороге) юр лартнă; ура пуссан, хăш чух ана-ана каять. || Выправить вывих или перелом. Ст. Чек. Лартнă (сикнĕ алла е урана лартаççĕ). Магн. М. 12. Ора-алă хоçăлсан, лартакан, костоправ. || Impigere; всадить (топор). Альш. Пуртă тăршипе (ты̆ржибэ) пуçран лартăпин!.. Смотри, если я ударю обухом по башке!.. Ишек. Ачи пуртă илнĕ те, тӳрех упа çамкине лартнă. Хора-к. Никам та хой (= хăй) порни çие (= çине) портă лартмаçть. (Послов.). || Насадить на что. N. Ват çынсам похăнчĕç, патак тăррине косарсам, сăнăсам лартса, карĕç онта. Ой-к. Вара хай çĕлен Ивана хӳрипе çавăрса çапрĕ те, Ивана пилĕк таран (по пояс) антарса çĕре лартрĕ, тет. || Надевать. Ст. Айб. Пуçне (на голову себе) лайăх çĕлĕкне лартрĕ (старик). Кан. Хăшпĕр чух (иногда) мулаххайне те тӳнтерле е хăяккăн лартса ярать. || Устраивать свадьбу. Н. Седяк. Унтан вара хăтапа хата туйсене кăçан лартассине шухăшлаççĕ. Ib. Арçын туйне, хĕр туйне кăçан лартассине шухăшлаççĕ. Ск. и пред. 72. Тантăшăмсем пухăнсан, кĕçĕр туйне лартмалла. Альш. Çураçса, килĕшсе, лартса илсен, хĕрсем кунта хаклă. Ск.и пред. 72. Хĕвел ансан, каç пулсан, паян туя лартаççĕ. См. ib 73, 74. || Кипятить (самовар). N. Самавар ларт (у нек. хур). Поставь самовар. См. самавар. || Построить. Регули 752. Çак пӳрте номай полмаçт (недавно) лартрĕç. N. Хăш-хăш çын арман айне, арманне лартнă чух, ача чĕрĕлех лартаççĕ. (сажают). || Приделать. Ск. и пред. 12. Икĕ юплĕ хăрăкран ура лартрăм кĕсрене. || Обыграть. Янш.-Норв. Лартрăм (в шашки). || Обянуть, „надуть“, „обдуть“. Календ. 1904. Нумайĕшĕ лашапа лартнипе мухтанаççĕ, çынсем те вĕсене айăпламаççе (обман при продаже лошади). Ск. и пред. 43. Вăл мĕн те пулин халăха лартса, эрех ĕçмелли сăлтав (повод) тупасшăн. N. † Пирĕн кас каччи пит чее леш кас хĕрне лартмашкăн. Орау. Тĕлĕк (сны) мана лартать вăл. || Лгать. СПВВ. КМ. Лартатăн = суеçтеретĕн. N. Эпир пĕрре, хамрăн телей пулман пирки, ачасене çапла лартрăмăр (налгали). || Выпить. Орау. Çук, лартасах пуль ача, темĕскер пыр шăтăксем () пĕтĕмпех типсе ларчĕç ман. || Corie. Якейк. || В качестве вспомогат. гл. СТИК. Вăрра йывăç çумне çыхса лартрăмăр (привязали к дереву). Ib. Иккĕн-виççĕн тытăнчĕç те, ман алă-урана çыхрĕç-лартрĕç. Ib. Пĕрре хĕлле сивĕ шыв ĕçрĕм те, пĕр кунтанах хайхи эп сасăсăр пултăм-лартăм. Толст. Хырăмне çĕлесе лартрăмăр (зашили, собаке). П. Патт. 24. Шапи çăварĕпе (хулă) варринчен çыртса лартнă (mordicus apprehendit). Микушл. Вăрă кĕрсенех, ача пуртă илчĕ, тет те, алăка питĕрсе те лартрĕ (запер), тет. Урмай. Çĕлен Ивана хӳрипе çапрĕ, тет те, чăркуççи таран антарса лартрĕ, тет. Яргуньк. Çын чăнахах та упана çыхса лартрĕ (связал), тет. С.-Устье. Унтан кайран салтак, анса, сарай алăкне шал енчен çаклатса лартрĕ, тет. N. Вĕсем вара киммисене иккĕшне те çыран хĕррине кăларса лартнă. Изванк. Вăсем çын ăрама тухнине те кураймаççĕ, çынна та çиччас пăсса лартаççĕ (испортят). В. Олг. Ашшĕ колсарчĕ (= кулса ячĕ); хай омлаççия варинчен çорчĕ те, тирсе лартрĕ лайăх омлаç торатне; хошăкне сĕрсе лартрĕ самаскăпа, çыхса лартрĕ тоттăрпала. СТИК. Çанталĕк шăнтса лартрĕ (заморозило). N. Лашине чул юпа туса лартрĕ, тет. Лошадь его она обратила в каменный столб. (Срв. Сысна Иван лашине те, чул юпа пулнăстерне (так!), ĕлĕххин пекех лаша туса тăратрĕ, тет.) Абыз. Хĕр пӳрте кĕчĕ те, питĕрсе лартрĕ; старик çӳрерĕ-çурерĕ те, вилчĕ. Изванк. Çав касхине пӳрт чӳречисене питĕрсе лартрĕç (заперли). Т. VII. Çав патакăн пĕр пуçне (конец) шăтарнă, тет те, каллех питĕрсе лартнă (опять заделан), тет. Пшкрт. Порняма алăк хошшине хопса лартрăм (прищемил). Панклеи. Хĕр тӳрех (тотчас) алăка çаклатать-лартать. Полтава. Авалтанхи ĕмĕте (замысел) туса лартам хăль, тесе. Б. Яуши. Алăкне вăрă кĕрсенех питĕрсе лартрĕ, тет. Ердово. Хăш çул, шыв нумай чух, шыв хĕрĕнчи ялсене те шыв илсех лартать (совсем заливает). Якейк. Çанталăк сивĕтсе лартрĕ. Наступила совсем холодная погода. Совсем студено стало. Панклеи. Йăван хорăна вĕренпе кокарчĕ те, çичĕ çолхи ола кĕсрене кӳлсе ларттĕр (запряг). М. Васильев № 3,1. Соха тăвакан çын çакна (его) хĕрхенсе порăкпа хопласа лартать (покрыл). Кратк. расск. 22. Тулли хутаççисене ашакĕсем çинчен çĕре антара-антара лартнă. Букв. 1886. Пĕр каçхине пирĕн, тукăнпа (с ободьями) Чĕмпĕре каяс тесе, тиесе лартрĕç. Ib. 1904. Çӳлтен çăвать, аялтан шăла-шăла лартать (задувает мятель). N. Сăмавара крант çыпăçтарса лартрĕç. К самовару приделали кран. Сятра. Серете çуса лартрăм. Я вымыла пол. Ib. Шотласа лартрăм. Я решил. Кан. Çурт çийĕсене пĕтĕмпех витсе лартаççĕ. Ib. Вăт, куçа шур (бельмо) илсе лартрĕ. Пир. Ял. Чул кăларнă хушăра сасартăк çыран ишĕлсе аннă та, Арçенти Егорăва аяла туса лартнă (завалил). N. Чоаш кĕрĕкĕ тăхăнса лартнă (надел). N. Ĕçсе лартса (напился). N. Эсĕ чоашла лайăх вĕренсе лартса (выучился). Хорачка. Хырăн тотă — çисе лартса (наелся), ĕçсе лартса. N. Вăл пире темиçешер сехет юрлаттарса лартрĕ (или: лартатьчĕ, т. е. заставлял сидеть и петь).

лашалла

назв. игры. Букв. Эпир ачасемпе лашалла вылярăмăр. Çĕнĕ-Кипек. Лашалла выляни. Лашалла вылянă чухне пурте, кам выляс тиекен, виç пай çине уйăрăлса тăраççĕ: пĕрисем хуçисем пулаççĕ, теприсем лашисем пулаççĕ, виççĕмĕшĕ лаша илекенĕ (лашапа сутă тăвакан) пулать. Вăййи тапраначчен, лаша хуçисем: кам манăн лаша пулать, килĕр, тесе, чĕнеççĕ. Унтан вара тавралла вырăна(çа)ççĕ-тăраççĕ. Лашапа сутă тăваканĕ пĕр хуçи патне пырать те, ыйтмах тапратать: лаша сутатни? тит. Лешĕ: сутатăп, тит.— Мĕн чул тăрать? Виçĕçĕр тенкĕ.— Виçĕ пус та памастăп, тит те, вара хуçипа лашине илекенĕ те тавралла чупса каяççĕ. Хăшĕ малтан çитет лашисем патне, çав вара лаша хуçи пулать. Хăшĕ тăрса юлать, çав лашасене илме каяллах тепĕр хуçи патне каять. Паçăр каланă пек, унпа иккĕш каяллах, пуплешсе татăлса, чупса илеççĕ. Çапла выляса, вăййи пĕтечченех выляççĕ.

лӳтĕрке

(лӳбэ̆ргэ), комкать, мять. К.-Кушки. Вăл çĕнĕ шăлавара лӳтĕркесе пĕтернĕ. См. лутăрка.

лăт

(лы̆т), подр. реверансу. Альш. Леш, çĕнĕ-çынни, виç хутчен „çăкăнат“– лăт-лăт лăпчăнать урисем çине: „салам парат“, теççĕ çавна чăвашсем. (Шыв пуçлама кайни).

май

сторона. N. Пĕр май (= майĕ) хир, пĕр май (= майĕ) вăрман (вăлă кĕрĕк). N. Ашăн (мясо) тепĕр майĕ шыв çине пулать. N. Патака (палку) тытатăп та, тепĕр май çавăрса хуратăп (кладу другою стороною). Альш. Вăл куçсенĕн („куç“ здесь — один из прямоугольников, на которые разбито поле) пĕр майĕ 160 хăлаç, тепĕр майĕ 150 хăлаç, теççĕ. Рукоп. календ. 1908. Пĕр майĕ типсен... Когда высохнет одна сторона... Альш. Урамĕсен майĕсем, сарлакăшĕ, тăрăшĕ. N. Кашни йывăçа лартнă чухне ăна малтан пăхатăн: хăш майĕ унăн кăнтăр енче пулнă, хăш майĕ çурçĕр енче. Вара лартнă чухне те кăнтăр енче ларнă майне кăнтăр енне тăватăн, çурçĕр енче ларнă майне-çурçĕр енне. Т. II. Загадки. Пĕр май пăхсан курăнать, тепĕр май пăхсан курăнмасть. (Чĕрне). Ивановка. Пĕр майĕнчен (с одной стороны) — аттесем пĕлмен пирки, тепĕр енчен — хам йĕркине пĕлменнипе. || Направление, сторона. Альш. † Эпирех каятпăр киле май (по направлению к дому), пирĕн кӳлнĕ утсем çиле май. Ib. † Хура шывсем юхат аната май, сарă хăмăш тайăлат шывалла май. Толст. Пĕр чĕнмесĕр килелле май ута пачĕ, тет. Букв. 1908. Чан сасси илтĕннĕ май кайнă та, килне тупнă. N. Унтан вара лашипе таврăннă (с кладбища) маях (т. е. во. время возвращения на лошади) — пĕр ачана ял тавра кăшкăрса çӳреме яраççĕ. (Похороны). Чув. пр. о пог. 134. Çавра çил хĕвеле май çавăрăнать. Вихрь всегда вращается по солнцу. К.-Кушки. Пĕр май туртсан, çурăлмас; тепĕр май туртсан, çурăлат (сукно). N. Капла май, в этом направлении, в эту сторону. Юрк. Виç хут хĕвел майĕ çаврăнаççĕ. Они объезжают трижды пôсолонь. Янтик. Хăш май кайсан, лайăхрах пулĕ-ши пире. Айта кайăпăр шыва май. ЧП. Вуник хурама пĕр кăкран, кашни турачĕ çил майне (çил майлă, çил енне). Хĕн-хур. Кайма Ануша çиле май пулнă, çавăнпа вăл хытă утнă. Менча Ч. Унпа пĕрле пӳртри çынсем пурте, ура çине тăрса, пĕр чĕнмесĕр кĕлтăвакан май пăхса, чӳклекен сăмахсене итлесе тăраççĕ. Толст. Пĕр чĕнмесĕр килелле май ута пачĕ, тет. Шел. 61. Çуркуннехи ăш хĕвел сиксе тухрĕ хĕрелсе, ялтартатса, ялкăшса, çӳлелле май çĕкленсе. О сохр. здор. 99. Çулла çав шăтăка маях уçă тытас пулать. ЧС. Яла çитрĕмĕр тепĕр çын хапхи умĕнче ача кӳми ларат, кӳми çине тĕкĕ майĕпе (шерсть вверх) кĕрĕк витсе хӳнă. || По пути. N. Мана май каякансем те пурччĕ. Мана май килекенсем те пурччĕ. N. Пасара кайнă майпа çавăн патне кĕрсе тухас халь! По пути на базар надо зайти к нему! N. Çул çӳренĕ майпа кĕркелесе тухкала! Заезжай по пути! || В перен. см. (сторона). Арç. Çылăх майне каякан. N. Каллех укçа ыйтаççĕ. Ку каллех нимĕн май калама та пултараймаст. Конст. чăв. Ĕнтĕ çутăлас майне кайнăччĕ пулĕ. Вероятно, уже приближался рассвет (дело шло к рассвету). Макс. Чăв. к. I, 54. Микула çитет — вăйя май, Хăят çитет — ĕçе май. Приходит Никола — дело идет к хороводам; подходит ярмарка в Кияти — дело идет к страде. Полтава 9. Çамрăк чĕрен шухăшĕ куллен-кунах урăх май (иная). Сам. 3. Тĕрлĕ халăхсен пурнăçне сăнанă май, вăл салтаксемпе рабочисен сăйне (слой), тата ыттине тепĕлет. Юрк. † Хир-хир урлă кайса, тус пултăм, хамăра килме-кайма майĕшĕн (чтобы было к кому ходить в гости, чтобы было кого навещать). || По. N. Шыва май яр. Пусти по течению. Кĕвĕсем. Çирĕк çӳлçи çиле май, вĕрене çӳлçи хăйне май. Ăсатассăр пулсан, кил ăсатăр: пирĕн кӳлнĕ утсем киле май. N. † Сикрĕм-лартăм кимĕ çине, юхрăм-кайрăм шыва май. (Хĕр йĕри). Вопр. Смоленск. Пысăк шăва май пĕлĕтсем юха пуçласан, çăмăр çăват. Если облака идут по течению большой реки, то будет дождь N. Çырма тулли шыв юхать, шывĕ майпе чул çавăрнат. ТММ. Лаши май пуши. По лошади и кнут. N. Лаши май нушши (= пуши), çӳпçи май хупăлчи. (Послов.). || Вследствие. Толст. Хăйĕн салтакĕсене уйăрăлса каяс майпа (на расставаньи) тăватă витре эрех лартнă та, кайма хатĕрленнĕ. Ib. Урапи (колесо) çаврăннă майпа пуканисем (приделанные к валу колеса) сиксе тăнă. || Повод, причина, случай. ЧС. Курма пыма май пултăр, тесе... Чтобы был повод притти повидать. N. Ман çырăва çĕмĕрнĕ майпа ятне çырман пулĕ. Не написал имени, потому что вскрыл мое письмо. Б. Яныши. Эпир ĕшлепке тунă майпа сисмен те, çакут шыв хĕрине пынă та, ĕçме тапратнă. Якейк. Вăл вăсене тавăрмашкăн тахçанах май шыратьчĕ, паян тин топпĕр (тупрĕ). Он давно искал повода досадить им, наконец теперь нашёл. ЧП. Хĕрсем кайса пĕтсессĕн, пире выляма май ӳкнĕ (выпал случай поиграть) Кан. Югослави правителстви хăйне хирĕç тăракан хорват халăхне пусарса лартас майпа (чтобы...) Хорватири пуçлăхсене улăштарма тытăннă. КАЯ. Пĕр пĕр кĕсене (= кусене, этих) улталамалла май çук-ши тесе, шухăшла пуçларăм. || Способ. Шурăм-п. Çимен „физика“ пĕлмест пулсан (та), Мариье сахалрах тивмеле май тупрĕ. Б. Хирлепы. † Апай пачĕ уй хĕрне (на край степи): шăнса вилтĕр, терĕ пулĕ, хамăр та майне пĕлетпĕр. Абыз. Епле майпа вĕлерес (его) теçе, вăхăт шыранă. ЧС. Çынсем хай луçа (= пăшие) çырмаран ниепле майпа çавăтса хăпартаймарĕç. БАБ. Çав киреметсене пуç-çапма пĕтĕмпех ак епле майпа пăрахнă. Якейк. Эпĕр майне пĕлетпĕр, шăва кайса вилес çок. Найдем способ не утонуть. N. Вĕсене хăтарма пĕр май анчах. Ст. Чек. Урăхла вĕлле тума май тупнă. N. Пурте пĕрле канашласа, терлĕ майран шухăшласа, чухласа, халăха мĕн кирлине туса татаççĕ. Ау 383°. Май пĕлекен çу çинĕ, тет. (Послов.). Тюрл. Порăнăç тытмашкăн май пĕлет. О сохр. здор. Анчах унтан епле хăтăлмалли майне пĕлеймест. Ib. Çын ăшне вĕсем (глисты) тĕрлĕ майпа лекеççĕ (попадают). N. Ку упа пĕренене темиçе май та тĕрткелесе пăхрĕ, тет, анчах пĕрени кăна шав (всё) тавăрмасăр хăвармарĕ, тет. || Сноровка. Альш. Кĕрешме май кирлĕ. Для борьбы надо иметь сноровку. Ib. † Хурчăка тĕк маттур ачасем хăйне май хăй шырат-çке. ПВЧ. Хăйсем майне пĕлмеççĕ те, хăйсем сĕнме пĕлмеççĕ (не знают порядков, не умеют подносить). || Возможность. Ст. Чек. Май пусан, тутарла вĕренĕттĕм те, май çук. N. Май пур-и? Есть ли возможность. N. Манăн тарса хăтăлма май пĕтрĕ. Бес. чув. Унăн салтакран юлма майĕ пулман. Якейк. † Тĕпĕр-тĕпĕр туй килет, пӳртекинче май килет. (Ахăрни çинчен). Сĕт-к. Апла калама май килет. Так можно выразиться. || Из-за. Кан. Утă çулас вăхăтра час-часах çăмăрсем пулкаланă май кăçал Турхан çыннисем çарансене хăвăртрах пуçтараймарĕç. || По шерсти (иносказат.). N. Май юрать, хирĕç юрамасть N. „Счет степеней у некрещеных чуваш такой же, как и у нас. В кровном родстве брак дозволяется только в 7-ой степени. Но в других видах родства, брак позволяется и в близких степенях. Так можно женитьься на свояченице, на племяннице своей жены, на жене умершего брата. Как говорят они: „Май юрать, хирĕç юрамасть“. Сред. Юм. Май-тăк май, май мар-тăк марш! (Если ему в должности живется хорошо, то он будет тут жить, а если плохо — уйдёт). К. Кушки. † Манăн вăта пӳрнери кĕмĕл çĕрĕ ялан купăс кĕвви май çаврăнат. || Лад. Лашм. † Хамăра маях çавăртăмăр (невесту). N. Пирĕн пурсăмăрăн та çавă ултавçă юмăç патне каяс пулмаç, вăл тем те хушать; юмăç вăл шуйттанпа пĕр май (заодно с чортом). Баран. 73. Ĕç май пулмасан (если дело не шло на лад), вĕсемпе пĕрле хуйхăрма хатĕр тăнă. N. Тусне те хăй майне çавăрса (на свой лад), хăй пек ырă тăвать. Альш. Вăл хăй ăшĕнче шухăшлат: епле хăй майне патшана çавăрас, тесе шухăшлат (сказки). Скф. 25. Ку çын сире, улталаса, хăй майне çавăрать. N. Сан майăпа мана аван пултăр. || Порядок. N. Тахăçанах: хамшăн ĕçлесе, хам кил-çурта çĕнĕ майпа ярасчĕ-ха, тесе тăраканскер, вăл çавантах ĕçе пикенчĕ. N. Май еннелле кайсан. || Толк. Пшкрш. Онта кайса килтĕм те, майă (= майĕ) çок (нет толку), тет Ib. Онта кайса килтĕм те, майă çок (толку нет), тет. Чăв. й. пур. 5. Нимĕн майĕ те çук ĕнтĕ. Никуда не годится, из рук вон. || Природа. N. Хăйсем майĕпе (по природе их) вĕсене вăй хăват панă (дал). || Уклад, ratio. N. Вĕрентес тĕлĕшре, пурăнăç майĕнче (в жизни), хушса калаç тĕлĕшре, ĕненнĕ, юратнă, чăтнă, çилле пăрахнă çĕрте эсĕ ман хыççăн кайрăн. || Подобие, образ, форма. Юрк. † Илтĕм аллăма купăс, купăс майĕ пĕтнĕ мĕн. N. Куллен тăхăнакан тумтирри унăн тумтир майĕ те пулман. Кан. Тултан та, шалтан та савăт майĕ çукчĕ. Ст. Шаймурз. † Пĕвĕ-çийĕ майĕ çук: вилнĕ лаша шăмми пек. Сред. Юм. Пăртак туйя майĕ пôр (говорит молодец, пробуя палку: „ничего, палка похожа на палку“, т. е. недурная, не плохая). || Вверх лицом, верхушкой вверх. К.-Кушки. Эп çĕлĕке пăрахрăм та, вăл май ӳкрĕ. Я бросил шапку, и она упала верхушкой вверх.

май-шыв

способ. Шел. II. 25. Пĕр тытăннă ĕçĕнне майне-шывне тупĕçĕ, мĕскер тăвас тенине тума пулнă — тăвĕçĕ. N. Эй вутту – масару! уншĕн çуртăма çĕмĕрсе пĕтерчĕç; кайнă пулсан, луччă, çĕнĕ çурт лартăттăмăр; хăлĕ ĕнтĕ ăçтан майнĕ-шывне тупса, пĕр çĕре пухса лартас. || Толк. Шел. II. 14. Майне-шывне тупас çук, пĕтĕм тĕнче пăлханчĕ.

Майна

назв. руск.-чув. сел., Майна, б. Ставр.. у. Сам. губ.; Çĕнĕ-Мăйна, назв. русск. селения Мелекесск. р-на.

мала

вперёд. Ишек. Ачи мала тăчĕ, тет, старикки кая. Янш.-Норв. † Кайăк хурсем каяççĕ карталанса: кайри мала! тесе ан калăр. Чураль-к. † Хумăшлăхра тилĕ выртать, тарчĕ кĕрчĕ маларах. Юрк. Çĕнĕ çынни, тутлăрах яшка пиçсен, çынсенчен маларах сĕтел хушшине кĕрсе ларма тăрăшат. N. Ан ĕçĕр, маларах (впереди) тата тутлă (еще слаще) шыв пур. Изамб. Т. Мала вырăсла хапха тăваççĕ. || Лучше. N. Эсир нумай вĕтĕ вĕçен-кайăксенчен те маларах. || Дороже. N. Виç тенкĕрен мала сутаймастăн пулĕ? Ёрдово. † Пирĕн прапан (песенное сокращение) йӳнĕ мар, алă сомран мала мар, хĕрĕх сомран кая мар. (Свад. п.). Байгул. † Кĕмĕл укçа пĕчик укçа, пĕчик те пулин маларах; пуян хĕрĕ пĕчик хĕр, пĕчик те пулин маларах!). N. Кунта ĕç хакĕ ĕçне кура маларах. Кан. Хальхи çăмарта та август уйăхринчен (надо: уйăхĕнчинчен) мала мар. || Раньше, скорее. Янш.-Норв. Çынна вупăртан хăтарас тесен, вупăр çынна ернине-ерменнине маларах сисес пулат. Изамб. Т. Унта кайма маларах-ха (или: ир-ха, еще рано). N. Саккăртан маларах килекенни çук-и? Скотолеч. 14. Ку чире маларах сисмесен, темĕн тĕрлĕ имлесе те тӳрлетме çук. N. Кирек кам та хăй нушине маларах пĕтерме тăрăшать. Ал. цв. 26. Тавăрăнма пулнă вăхăтчен шăп пĕр сехет маларах. (ровно за час) çитме каласа хунă. Кан. Çуртыррине кăçал халăхран икĕ кун маларах акрăм. N. Атя, арăмăнтан маларах çитер! (поскорее). || Старше. Шурăм-п. Пĕр ӳсĕр чăваш, ытла ватах та мар, çирĕм çултан мала мар пулмалла. || Ценнее. N. Чун çимĕçрен мала.

мала ирт

обогнать. Н. Шинкусы. Камăн лаши мала иртет, ăна вара çĕнĕ-çынсем тутăр параççĕ (çĕнĕ-çын тесе, тин качча килнĕ хĕрарăмсене калаççĕ).

масар

(мазар), кладбище. СПВВ. ЛП. Масар, çăва, куринке, вилĕ карти. Альш. Масара, масар хĕресне алăпа тĕллесе кăтартма юрамас, теççĕ; тĕллесе кăтартсан, кача пурнене юн тухаччен çыртас пулать, тет, хăвăнне; ахаллĕн вилет, тет. Кан. Масар çине карта тытман. Кладбище не огорожено. ГТТ. Пăсташ тасатнă çĕрте: масар пуçĕ, масар пуçĕ арăмĕ, масар есрейли, масар вупкăнĕ, масар кăлависем, камансăрсем, теççĕ иккен; пĕр 21 чина яхăн хисеплеççĕ. Н. Седяк. Масар çинче вут курсан, шуйтанлă тукатмăш вилнĕ çын, теççĕ. П. Лебеж. Аслă ялта автан авăтать. (Масар, çăва). || В бранных и т. п. выражениях. СТИК. Масар турттăр. (Ылханнă чухне). Мыслец. Масар (так!) кайтăр! Провались он в преисподнюю! (народное: в трисподни; брань). Пшкрт. Эй масар аччи (чит. ачи), ста маккарта çӧретĕн! Хорачка. Эй масар! апла марччă (-чы̆), капла тумаллаччă (-чы̆). || Придает оттенок досады, недовольства. Орау. Укçи çук-им масар (чит. мазар, мазар’), пуян титчĕç-çке ăна? Разве у него нет денег, ведь его считали богатым? Ib. Таçта масарта çӳрет ĕнтĕ паян кунĕпе! Я. Турх. Каясси масарĕ, каймасан та пырĕ-ха! СТИК. Кашкăр-упа масар = такшин („неопределенно чей или незнай чей“). Рекеев. Пӳлĕх турăран та аслă-им масар? Пшкрт. Эх масар, манса карăм! Ib. Эх масар аччи-пăччисем! Тюрл. Сыс (т. е. брось, оставь), мĕн масар тăватăн омпалан! В. Олг. Еккей масар, лайăх полмарĕ ман! (нехорошо, плохо сделал). Орау. Ку кам масар (чит. мазар’) тата? Это что еще за субъект? Юрк. Майру масарĕ, çĕр кăна çаттăр ĕнтĕ! КС. Ывăль-и масар-и çавăн. Сын ли его, кто ли... Ib. Мĕн масар çанпа çыхланан? К чему (зачем) ты связываешься с ним? Н. Сунар. Манăн куç-пуç та витĕрех мар (плохое зрение), темĕн, эпĕ кашкăр масар курмарăм (я что то незаметил никаких волков). Уравйш. Упнер çинчи Хапăссем, Санар пуçĕ масарсем. Конст. чăв. Унтан эпĕ: ах кукка, сывă пул! Пĕртен-пĕр куккамăр пур, ăна та пулин таçта масарта, ют патшалăхра, Турăк çĕрĕнче çухатса пурăнатпăр!.. терĕм. СТИК. Такшин масар ачи пек хăтланан! Скверно себя ведешь! (Гов. детям). Юрк. Митукăн амăшĕ те шарт тĕлĕнет: ачу масарĕ, ку Митук, кама шуйттана хучĕ-ши (в какого это он чорта уродился)? тет. Орау. Тура шăхличи масарĕ, эп ун çине алă сулăттăм уччиттĕле лайăх çĕре кайсан! N. Атте: сĕвес мар (шкуру с палой лошади)! Стараста сӳнине пĕлсен, темĕн укçана çитерĕç хамăра, стараста пĕлсен, сăранă масарă, çĕр тĕпне кайтăр (провались к чертям и кожа)! тет. ЧС. Эй вутту масару! уншăн çуртăма çĕмĕрсе пĕтерчĕç; çунса кайнă пулсан, луччă çĕнĕ çурт лартăттăмăр; N. Эпĕ халĕ те надсмотрщик пулса пурăнатăп, тем масар контрольôра куçармаççĕ. Моркар. Ак масар! (выражение досады). Орау. Илес-им масар? Купить что-ли? Ib. Мĕн вăл? — Тем масар (чит. масӓр) Букв. 1886. Аттесем калаççĕ: ытла пĕртте чĕнмест; кăна мĕнскер, пĕр-пĕр япала пулнă-им масар? теççĕ. N. Тăрас им масар (мазар)? Встать что-ли? Орау. Сирĕн кунта чăваш нумай-им масар (чит. мазар)? Разве здесь у вас много чуваш?

масар пуçĕ

(-зэ̆), масар пуçлăхĕ (-hэ̆), человек, похороненный первым на кладбище. N. Масар пуçлăхĕ тесе, çĕнĕ масар çине чăн малтан пытарнă çынна калаççĕ Масар пуçинĕн (так!) пит ĕçĕ нумай. Кашни çĕнĕ вилекен çынна вăл принимат тумалла, ăна вырăн кăтартса памалла, ăна вĕрентмелле, кăтартмалла — вĕренсе çитиччен, çĕнĕ вилнĕ çыннăн мĕнле-мĕнле тумаллине, теççĕ. Çавăнпа, çĕнĕ масар тусассăн, чăвашсем масар çине вилсе малтан пытарăнма (быть похороненными) пит хăраççĕ. N. Тата унтан пуçне = мăсар пуçлăхсене хываççĕ. Хурамал. Масар пуçлăхĕ пулман ес! (брань), Магн. М. 190. Масар пуçĕ, м. тӳри, м. сыхчи, м. тӳр-кĕлли. См. чикĕ пуçлăхĕ, тĕнче.

Мелеке

назв. сел. (описка? См. мелекес.). N. Пирĕн яла икĕ тĕрлĕ калаççĕ: хамăр Майна тетпĕр (Майна, Ново-Маинской в. б. Ставр. у. Самар. г.), таврари çынсем Мелеке теççĕ. Вăл ак мĕшĕн: пирĕн ял вырăс ялĕпе пĕрле, хутăшпа пĕрех, а вĕсен ялĕ Çĕнĕ-Майна; çавăнпа эпир те вĕсен хыççăн Майна тетпĕр.

Мертлĕ

(-лэ̆), назв. 2-х дер., Мертли. б. Бурунд. вол. Буинскогоу.: Кивĕ-Мертлĕ, Ст. Мертли; Çĕнĕ-Мертлĕ, Нов. Мертли. Жертв. т. Çĕнĕ-Мертлĕри ырсем юсм. шерп. [вар. Çĕнĕ-Мертлĕри ырсем — пăтă или шерп(ет), сыппине юсман]. К.-Кушки. Мертлĕ-картлă пашалу. Килти килте пĕттĕр, хирти хирте пĕттĕр. (Насмешка над мертлинцами, будто бы так молившимся. Сообщ. М. А. Андреев).

милкĕ

(мил’г’э̆), веник. В. Олг. Шел. II. 41. Çĕнĕ милкĕ çыхăçĕ çан-çурăмне çумашкăн (т. е. париться). Якейк. Милкĕ: 1) банный веник; 2) негодный банный веник, употребляемый для метения пола; З) выльăхсам валли çăкаран туса хатьăрланă милкĕ (на корм).

мăйрака

(мы̆jрага), рог. Изамб. Т. Ст. Шаймурз. Çĕнĕ-çыннан çавăнтах çамкине темĕн пысăкăш майрака ӳссе тухать. НИП. Вăкăр мăйракипе тăпра чават та, тăпри хăй çине ӳкет. (Послов.). Кан. Сылтăм мăйракинчен çавăрса илсе, шанкăрав çакса янă. N. Эпĕ, ăна кĕрсен (когда опамятовался), пуçа тытса пăхрăм та, ман çамка çинче мăйрака пек шыçса ларнă (т. е. вскочила шишка). Чĕр. чун. яп. й. к. пур. 18. Унăн (у черепахи) кĕлетки пур енчен те мăйрака йышши япалапа витĕннĕ. || Стручок ceratonia. Мусирм. † Хура-хура, тиеççĕ,— мăйрака хури çапнă ăна („говорят с любовью“). || Хохолок у птиц. Изамб. Т. Тетерлĕкĕн (у пигалицы) мăйраки пур. || Рожки на переду саней. КС. Мăйрака, рожки у саней. Сред. Юм. Çôна мăйраки. || (Всякая) улитка. Н. -Троицкое. || Рог у пузыря (муз. инстр.). Нюш-к. Шăпăр мăйраки (или: какри). || ЧС. Хура-мăйрака, стручки ceratjnia siliqua, рожки.

Мăнтăр

назв. деревень Урмар. р.: Кивĕ Мăнтăр, д. Старая Шептахова, Çĕнĕ Мăнтăр, д. Новая Шептахова. || Назв. сел., Шептахова, М. Яльчик. р.

мăрса

мурза. N. Качака ахаль выльăх пек мар вĕт вăл, мăрса евĕрлĕ хăтланать (важничает). Шел. 61. Тата Çĕнĕ-Ӳселĕнче чăн вăйлă тутар ратнисем хăйсене: мăрса ăрăвĕнчен пулнă, теççĕ. Мăрса мĕнле çын пулнă вăл? тесен, асаттесем мăрсасене чăваш улпучĕсем пулнă, тесе калатьчĕç, теççĕ. В. Олг. Эпĕр ларнă вырăна мăрсапа пике. Ст. Чек. Унта мăрсасем пурăннă. || Яз. имя мужч. Рысайк. || Назв. тат. сел. в б. Бурунд. в., Буин. у.

мĕлхе

(мэ̆лгэ), изображение, образ, фигура, отражение, тень. М. Ăнтавăш. Мĕлки курăнать. Видно его отражение (напр. дерева в воде). ГТТ. Мĕлке, тень, как изображение на земле. Поэтому это слово не вполне соотв. русскому тепь. Ib. Йывăç мĕлки ӳкнĕ. Ск. и пред. 37. Мĕлке ӳкерсе, кайăк явăнать (отражение в реке?). Сунт. Пăртак тăрсанах, анакан хĕвелĕн хĕрлĕ çуттинче тем пысăкĕш мĕлкесем туса армансем çунаттисене наянăн çавăрма пуçларĕç. Кан. Тата траххом мĕнле пуçланса пынине, вăл куçа мĕнле сиен туса пынине ăвăсран (из воска) тусă мĕлкесем çакса, пасар халăхне кăтартса нумай ăнлантартăмăр. Шел. II. 62. Тĕррисем çинче мĕн-мĕн кăна тĕслĕ чечексемпе курăксен, хурт-кăпшанкăсен мĕлкисем çук-ши! Шел. 58. Пăхсан, мĕлке курăнать лапаткисем, акисем. Ib. 32. Пăхсан, мĕлке курăнать çут кĕленче урайĕ. С. Алг. Йыт сассупа ан çӳре, мĕлке пулса ан хăрат, кăмака çинче йынăшса ан вырт (говорят покойнику). N. † Чĕнтĕрлĕ чиркӳ сăр (= сăрт?) çинче, унăн мĕлки Самар шывĕ çинче. СТИК. Мĕлки пур та, ĕçре темле! Смотреть (лошадь) ничего, да какова будет в работе! КС. Шыв çине çын мĕлки ӳкнĕ. Ib. Шыва ман сăн ӳкнĕ. Уралка. Мĕлке — картина; мĕлкелĕ кĕнеке. N. Ман ĕмĕрĕм мĕлке пек анчах иртсе кайрĕ. Бугульм. Мĕлке — образ? Ib. † Хамăр савни аса, ай, килсессĕн, мĕлки ӳкрĕ хам умма. Собр. † Шыв хĕрринче пилеш пиçет, çупкамĕ мĕлки шыва ӳкет. Н. Лебеж. Умне-хыçне куç кĕски ларттарать, хăй мĕлкине лăйне кăтарттарать. Ib. † Хусан хули ту çинче, ӳкеетĕ-çке мĕлки шыв çине. БАБ. Авăн картине пĕр-пĕр уллахрах çĕре каяççĕ те, юр çине выртса мĕлке тăваççĕ (отпечаток, изображение. Гадание на „çĕнĕ çул каç“). N. Пăлтăри умĕнче, пӳрт кĕтессинче пӳрт çӳлĕшĕ çын мĕлки тăрать, тет. Юрк. Пĕртен пĕр ывăл ачи пурччĕ, вăл та пулин ухмахчĕ, çын мĕлки пулса кăна пурăнчĕ. Ib. † Урампа иртсе пыраттăм, кĕленчене çапнă мĕлкĕрсем. N. † Урамăрсемпе иртнĕ чух курса иртрĕм санăн мĕлкене. С. Тим. † Савни, санăнпа манăн сăн-сăпатсем ик сумлăх куçкăски мĕлки пек. Орау. Шыв çине ту мĕлки ӳкнипе леш енче мĕн пурри курăнмасть. N. Мĕлкӳ путасси! СТИК. Мĕлке тăвас, делать фигуру человека на снегу. (Лягут на мягкий снег на спину, растопырят ноги и руки, тогда получается фигура человека). || Портрет, фотограф, снимок. Ст. Чек. Ун чухне вăлă мана çыру янăччĕ, вăл çырура салам янăччĕ, тата хăй мĕлкине çаптарса янăччĕ. N. Манăн санăн мĕлкуна кураясчĕ. || Чучело. Чураль-к. Мĕлке = милке. МПП. Мĕлке= ĕмĕлке.

мĕнлĕх

причина, повод. N. Çав уяса виçĕ çын яма ыйтнă: унти халăх мĕнлĕхрен пăлханнине пĕлмешкĕн, тесе (в 1906 г.). N. Эпĕ ку çырăва пуçланă чухне хресчен пурăнăçĕ мĕнлĕхрен начарри çинчен каласшăн марччĕ (в 1906 г.). N. Хресченсене çĕнĕ çĕре куçарсан мĕнлĕхрен çăмăллăх кĕтес пулать (в 1906 г.).

йӳн

(jӳн', Пшкрт н), дешевый. Т. Григорьева. Йӳн тавар йӳнеçтерет, юрлă укçине пĕтерет, теççĕ. (Послов.). Собр. Йӳн хак юн çĕтерет, теççĕ (искажение?). Сборн. по мед. Ача пăхакан çурта ясли тума пит йӳн ӳкет (обойдется очень дешево). НТЧ. Сутлăх тавара хакне пар, илессине йӳне илме пар. (Из моления хĕрт-сурт'у). Юрк. Тиекĕ ĕçекен çын пулнă та, çав пиркепе кун патне пит йӳне (за дешевую плату) кĕрĕшнĕ. К.-Кушки. Йӳнтерех, дешевле. Коракыш. Пăрак (пăртак?) йӳнерех панă та (дешево отдали), эппин юрăçке (sic!). Кан. 1927, № 210. Пӳрт пĕренисене те çав йĕркепех йӳне илтĕм. И бревна для сруба купил по той же причине дешево. Юрк. Çĕнĕ тĕне кĕнĕ çынни те: çуртисемшĕн мĕшĕн пит хаклă ыйтатăн?! Тăрсан, тăрсан йӳнерехе те парăн (отдашь подешевле). Курăн, авă, чиркӳре çынсем вăл тери нумайăх та мар халĕ! тет, калле чакса. || Предлог. Пшкрт. мэ̆нлӓ п¬олзан-да, jӧн тобас он-батн'а кэ̆рмӓ. Чтобы зайти к нему надо найти какой-нибудь предлог. || Толк. Пшкрт. с'ары̆нды̆м-с'ары̆нды̆м (ходил, ходил), н'имн-дӓ с'ок (никакого толку нет).

йӳнел

дешеветь. Т. VII. Паян çĕнĕ çул кунĕ мар-и-ха? Паянхи кун эрек йӳнелет, теççĕ-çке. Сегодня не новый ли год? Говорят, что сегодня водка подешевеет. Сл. Кузьм. 61. Тырă хакĕ хăпарса пырать, вăрлăхсем йӳнелсе пыраççĕ. Цены на хлеб растут, а семена дешевеют.

йăл

(jы̆л), подр. простому однократному отблеску. Юрк. † Урамăрпа иртсе пынă чух, йăл курăнчĕ сирĕн хăй çути. || Подр. блеску жидкого вещества. Вотлан. Йăл! чăсăлаканне илетни, шарт! катăлаканне илетни. (Пылпа сахăр). || Подр. улыбке. N. Марье тути мăрт! турĕ, Иван тути йăл! кулчĕ. А. Турх. Йăл кул, улыбнуться. Ст. Айб. † Савнă тусăр пултăр, сарă пултăр, куçран куçа пăхса, йăл! култăр. Пшкрт. Вы̆рт пы̆ђас та, jы̆лолас. Сир. Ăслă çын хуллен йăл кулайса илет. СТИК. Хирĕç пăхат та, йăл кулат. (О приятной улыбке). Юрк. Çĕнĕ кĕнекесем теннине илтсенех, ку, пĕчĕк ача пек, темĕн тĕрлĕ савăнса, йăл кулса ярат та: ăçта, кӳрĕр-ха, тет.

йăлтăр-ялтăр

подр. неодинаковым и не отрывистым сверканиям. См. МКП. 11. Çутталла 31. Кĕпи çанни (рукав) вĕçĕ, текех сăмсине кĕпе çаннине шăлнăран, сăран пек хытса кайнă, йăлтăр-ялтăр туса тăраччĕ. И. Афанасьев. Йăлтăр-ялтăр çиçĕм çиçе пуçларĕ. Сред. Юм. Вăл смаварне пит сĕрсе тасатнă (начистил), пĕтĕмпе йăлтăр-ялтăр-çиç курăнса тăрать. Ib. Йăлтăр-ялтăр, тесе, çутă япаласĕм кас-кас куçа курнса кайсан, калаççĕ. П.П.Т. Çапла пĕтĕм çерем, ялăн пĕр хĕрри, кăнтăрла енче, йăлтăр-ялтăр, хĕп-хĕрлĕ те çап-çутă (от ярких костюмов). Сказки и пред. чув. 38. Çумăр пулсан, йăлтăр-ялтăр çиçĕм, кĕмсĕртеттерсе аслати авăтать. Сенчук. 512°. Çĕнĕ пӳртĕн маччисем, йăлтăр-ялтăр сухăрисем (блестит смола). Ч.С. Пĕрре çиçĕм йăлтăр-ялтăр çиçрĕ те, пĕтĕм куçа кĕрсе кайрĕ (ослепила глаз). Череп. Йăлтăр-ялтăр курăнат. Альш. «Сиçĕм йăлтăр-ялтăр çиçет ― зигзаги, а йăлтăрт-йăлтăрт çиçет — отрывисто видно»). Çиньял. Йăлтăр-ялтăр йăс (=йĕс) тавраш çутатмасан çуталмаçть. Сёт-к. Хвел çуттинче сăн виттĕр (сквозь зеркало) йăлтăр-ялтăр твать. ЧП. Йăлтăр-ялтăр юр çăвать. Ст. Чек. Шуйттан йăлтăр-ялтăр туса хăпарса карĕ, тет.

йăпăрка

(jы̆бы̆рга), шёлк. Мăн-Этмен, Ходары, М. Тув. † Лапкара тавар нумай та, йăпăркана мĕн çитес? Якейк. Йăпăрка, (jы̆бы̆рга), тоттăр — шелковый платок. N. Йăпăрка порçăн, лучший шелк. Якейк. Йăпăрка порçăнпа масмак анчах тăваççĕ; вăл пор тĕслĕ те полать. Ib. † Порçăн тоттăр йăпăрки çĕнĕ чох çыхни килĕшет. Ib. Йăпăрка порçăн тоттăр. Чертаг. Йăпăрка туттăр, светло-оранжевый платок с цветами, шелковый, из «элмен пурçăн»(по словам чувашки); стоил (до войны) 2 рубля. || Шелковые нитки. Якейк. || Скользкий. Баран. 47. Темĕнле йăпăрка сивĕ япала ман алла пырса сĕртĕнчĕ (это была гадюка). || Скользкий, холодный и слизистый.

йăран тăпăлтарни

обряд подымания ног (невесты). Ильм. (б. Буинского у.). Çапла çӳресен-çӳресен, каччи килне пыраççĕ. Хапхаран кĕрсен, çĕнĕ-çын çуна çинчен аниччен, каччи йăмăкĕ, хĕрсемĕш пуласси, тухать те, çуна çине улăхса, виçĕ хуччен инкĕш урине çĕклет. Çапла ура çĕкленнине йăран тăпăлтарни теççĕ. Альш. Унтан вара ку каччийĕн йăмăкĕ хĕрийĕн сылтăм урине, кĕллинчен-мĕнтен тытса, вăш-вăш виçĕ хутчен çӳлелле çĕклет. Кăна: йăран тăпăлтарать; йăран тăпăлтарни, теççĕ. Туй. Тата пĕр хĕр-ача, урапа çине çĕн-çын патне улăхса, урине пăртак çĕклесе пăхат; ăна: йăран тăпăлтарат, теççĕ. || КС. Йăран тăпăлтарни — теребить всякий овощ.

вĕр

(вэ̆р), употребл. в след. соединении: вĕр-çĕнĕ.

вĕр-çĕнĕ

совершенно новый. Юрк. Хуларан пĕри хăне валли вĕр-çĕнĕ сăмавар илсе таврăннă. Ib. † Вĕр-çĕнĕрен кĕрĕк туллатрăм (заново покрыл) сарă тарайран çӳхе пуставран. Альш. † Вĕр-çĕнĕрен кĕрĕк эп çĕлетрĕм, тăхăна пĕлмесĕрех киветрĕм.

вĕçлĕ

с концом; остроконечный. Ч.П. Пирĕн тутăр пит нумай, хĕрлĕ вĕçли пĕрехçех. Чув. прим. о пог. 62. Çĕнĕ уйăх вĕçлĕрех пулсан, çула уяр, хĕлле сивĕ пулать. Если молодой месяц с острыми концами, летом ― ясно, зимой ― холодно. || См. ура-вĕçлĕ.

йăшка

(jы̆шка), ныть, болеть (о сердце). Икково. Хыпар № 31—2, 1906. Киле çĕнĕ çын килсе кĕрсенех, Кулнен чĕри йăшка пуçларĕ. Альш. Чĕре тек йăшкаçа тăрать (говорит голодный). Сред. Юм. Id. || КС. Паян тип çăккăрпа кунĕпех ăш йăшкарĕ („чувствовал голод; чувствовăл недостаток питания“).

йĕвен сăмсалăхĕ

(чит. сы̆мзалы̆х’), переносок (узды). СТИК. Йĕвен сăмсалăхĕ или сăмсалăх = йĕвенĕн лаша сăмси çинче çĕнĕ.

йĕрĕх

(jэ̆рэ̆х’), первоначально — посвящение (предмет, посвященный духу), потом — название духа, впоследствии — злого. Среди предметов, находящихся в Русском Государственном Музее, имеется несколько йĕрĕх’ов, „покровителей рода“, напр., женское изображение — кукла, сделанная из тряпок, с красной головой, в чувашском костюме («кинемей», № 1416—1); кукла «мăнакка», № 146—8); лубяной короб («ват акай йĕрĕх(ĕ)»; это название дано йĕрĕх’у потому, что он «первоначально произошел от старой девы», № 1239—180); мужское изображение — кукла из тряпочек, с длинными седыми волосами на голове и подбородке («ĕмпичче», № 1416—3); подобная ей («ĕмпичче»), № 1416—10; два грубых изображения ребенка, в виде тряпочки, свернутой в трубку и перевязанной — в одном случае синей ниткой, в- другом — ниткой и тесемкой (№ 1416—5,6), несколько безграмотно описанных йĕрĕх’ов («идолов»), под № 967 — 1, 2, 3, 4, 5. Там же есть чувашское женское поясное украшение — енчĕк (№ 968—24), род кошелька, в котором «женщины носят жертвенные деньги, когда идут на поклонение йĕрĕх’у». Искаженные чуваш. названия я исправил. Начерт. 211. Йĕрĕх — литой идол, домашний бог. Магн. М. 75, 76, 78, 80, 81, 247 и др. Т. VI. Ильух(х)а йĕрĕхĕ, Малакай йĕрĕхĕ, Ятмăрса йĕрĕх, Силевер йĕрĕхĕ, Силевер тӳрри, Кукша йĕрĕхĕ, Кукша тӳрри, Çтаппан (scr. Стапан) йĕрĕхĕ, Уçка Терентей йĕрĕхĕ! Сире юсманпала, хурпала, ăшă xĕлхепеле асăнатпăр-витĕнетпĕр; айван-ашана каçар пире. Охотн. Начнем с „ириха“. Он невидим; местопребывание имеет в лукошке, сделанном из вязовой коры и помещающемся в клети, где-нибудь в углу, на дверью, как у нас (это было) в клети. Лукошко это, впрочем, может висеть и на другом месте, напр., на стене амбара, конюшни и другого какого-нибудь строения снаружи. Ирих посылает чувашам, относящимся к нему без достаточного уважния, как я сказал, наружные болезни. Если у чувашина начинают болеть глаза или на его теле появляются нарывы, сыпь, то он — или ио своему сознанию, или по совету „юмзи“ — варит из пшеничной муки кушанье, в роде киселя, так навываемое „мимĕр“. Затем, расплавив одну свинцовую ружейную дробинку, отливает маленькую блестящую монетку. Сделав в ней маленькое отверстие, продевает через него нитку, концы которой завязываются вместе в один узел. „Мимĕр“ и монетку он несет в тот дом, где находится наказывающий его „ирих“. Кто-нибудь из семейства этого дома, по просьбе принесшего „мимĕр“ и монетку, отправляется в клеть к „ириху“, захватив с собою и „мимĕр“ и монетку. „Ириху“ он молится, чтобы тот снял болезнь с принесшего „мимĕр“. Потом делает несколько земных поклонов, часть „мимира“, со столовую ложку, кладет он в лукошко, а свивцовую монетку вешает на гвоздь, на котором висит лукошко. Остальной «мимĕр» приносится в избу и съедается членами семейства этого дома. После такого моленья чувашин в полном убеждении, что болезнь его снимается «ирихом». Все семейные в той комнате, где ирих, имели серьёзный вид и гояворили только о деле и о вещах, не касающихся нравственности и религии (siс!). Хурамал. Йĕрĕхе, çăнăхпа чуста сарса, пĕчĕк-кăна чашăк тăваççĕ, унтан кĕрпепелен пăтă тăваççĕ; ăна пĕçереççĕ вара. Унтан вара хĕрлĕ çиппеле тăхлан шăратса çакаççĕ. Унтан вара ăна кайса çакаççĕ йĕрĕх çта пур, çта асăнсан: йывăçра пулсан, йывăç турачĕ çине кайса çакаççĕ; çуртра пулсан, çурт патне кайса пăрахаççĕ, хуçисене пĕлтерсе тиекенĕ кĕлетнех кĕрсе çакат. Шаймурз. Пирĕн кивĕ кĕлетре, алăк хыçĕнче, пĕр ленкес çакăнса тăрат. Çав ленкесре йĕрĕх пур, теççĕ. Çав йĕрĕх нумаййĕшне кĕсен-çăпан кăларат, суккăр, тăват, шыçă парат, теççĕ. Çавăнпа вара ăна çулă мимĕрпе пырса чуклеççĕ е тăхлан, пырса, шаратаççĕ. Çапла тусан вара, ыратни чарăнат, теççĕ. Тата çĕнĕ кĕрӳсем, пырса, салам параççĕ. Тата салам панă чух кулсан, килĕшмест, теççĕ. Çĕнĕ кĕрӳсем салам памасан, вăсене йĕрĕх тытат, теççĕ. Тата çав ленкесе пырса тĕртĕнсен те, хĕн-хупăр парат, теççĕ. (Тут же сказано, что от йĕрĕх’а происходят и глазные болезни при чем приведены случаи заболевания). N. Якор арĕм (= арăмĕ) варĕ йĕрĕхне ак çапла çырлахтараççĕ. Онта ĕлĕк Якор арĕм вилнĕ. Çавăн вырăнче халĕ йĕрĕх пор. Вăл, онта лаша ярсан, лашана ниста та ямаç, лашана çав коккăра илсе кĕрсе вĕлерет. Ст. Чек. Йĕрĕх кĕсен-çăпан ярат. Ib. Йĕрĕхе хушпу пек тунă, нухратпа (кузов); нухрат пăрахаççĕ. В. Олг. Йĕрĕх полнă перĕн ялта ватти, отаманĕ. Ялĕпех йĕрĕх полнă, пĕри полнă отаманĕ. Она параччĕ такасам; ялти çын шăпах килет те, парат. Первей çăнăх хорат, икĕ пус окçа хорат, кĕрпе хорат, асăнса она: мана отнаккă ту, тесе, хаман ту; эп сана така паратăп, тет; халчах парăп, тет. Пасара каят, илет така, пĕр полтинник парса илет. Каран пусаччĕ, пасартан кисен. Пуссан, йĕрĕхе поççанчĕ: çăпан ан кăлар мана, суат (= сыват) çăпантан, тет. Поççапат та, ашне çиет пӳрт-ăш халăхпа; шăннине çонтарат. Вара çырлахрĕ, çăпан тохмарĕ. Лаçра хиç-кил полнă, хиç-киле тăрăхла пĕрне çакнă; пусса çисессĕн, аш татăкки яраччĕ. — Йĕрĕхе çĕмĕртĕм, пĕрĕшне туеккине исе тохрăм, виç хут çавăрса çапрăм та, икĕ пуслăх окçасам тохса карĕç, çĕр полĕ; мана ним те полмарĕ, йĕрĕх ним те туимерĕ. Ч. С. Минчет тутарса килекенсем итем-карти патне çарăнаççĕ те, пĕри ху? вун-виçĕ пус, хуть вунă пус (унта тиркев çук) укçа илет те, упăшкипе матки йĕри-тавра çав укçана çавăрса, аяккалла ывăтса ярат. Ăна вăл: пур маткипе упăшкине çакланнă тăшмансем, матки килĕн-и йĕрĕхсем, упăшки килĕн-и йĕрĕхсем çав укçапа килĕшĕр (пусть умиротворятся), тесе, пăрахат. Собр. Йĕрĕхе чӳклес пулсан, тута хĕрне кĕсен тухать, теççĕ. Чертаг. Йĕрĕх йоманĕ; унта кăр-кунне саксам туса, вот хораччĕç ташлчĕç, ĕçсе çиса. Орбаш. Икĕрчĕк, кокăрчăк ехветер вати (чит. ватти) кокăрчăк. (Йĕрĕх). N. Е тата эсĕ — çавăнта çырмара çавă йăвăç кутĕнçе йĕрĕх пур, эсĕ, çавăнта ларса, шăнă та, çавăнти йĕрĕх тытнă сана, тет. Ст. Чек. Кутна йĕрĕх тыттăр! (Брань. Еi dicitur convicii loco, qui coram aliis pedere consueverit). СТИК. Мĕн пулнă кăна, тек йĕрет? — Тем йĕрĕх тытнă-ха ăна, ан тив! (Говорят об упрямом капризнике). Eлаур. Пирĕя ялта (Йалавăрта) чӳк тунă вырăнсем икĕ тĕлте: пĕри ту çинче, тепри ял варринче. Малтанхине киремет теççĕ. Çав вырăнсенче хурамасем лараççĕ. Вăл хурамасене никам та касмаççĕ; вĕсене кассан, çын вилет, теççĕ, йĕрĕх пусат, теççĕ. СПВВ. X. Ырутаман — название (местное? — в Тетюш. у.) одного на йăрăх (йĕрĕх). Жертва. Убеи (б. Буин. у.). Хĕрт-сурта йĕрĕх патăмăр. Макка 234°. Унтан тата, çак эпĕ çырнисене пурне те туса пĕтерсессĕн, тата йĕрĕх тăваççĕ. Ăна ак мĕншĕн тăваççĕ: е куç пăсăлнăшăн, е çăпан-кĕсен тухнăран, е тата юхана ерсессĕн,тăваççĕ. Ăна ак çапла тăваççĕ: пĕçереççĕ икерчĕ пăр(т)а(к)кă тăхлан шăратаççĕ те, вăсене çав йĕрĕх вырăнне кайса тăкаççĕ; ăна вара: икерчĕ лартрăмăр, теççĕ. Хăш-хăш чухне, пит хĕн-асапа кайсассăн, така та пусаççĕ. Ib. 222°. Йĕрĕх çукки кĕрсен, ăна пĕрпысăк тиркĕпе сăра ĕçтереççĕ. (Вирĕм). Хурамал. Йĕрĕх лартни. || Болезнь. Яргуньк. Авалхи çынсен йĕрĕх ятлă чир пулнă. Вăл чире ак епле чире каланă (siс!): е çăпан, е кĕç(= кĕçĕ), е шăтан-юхан ерсен: йĕрĕх тытрĕ, тесе, йĕрĕхе, чӳкленĕ, тенĕ. См. Рекеев. II, 3, III, 6; Золотн. 150; Мильк. 22, Мészáros 24—27, 113, 118, 149.

вершник

запруда, вершняк. См. арман. Уресм. Н. Седяк. Вершник — çӳлти пĕве. || Кучер. Альш. † Çуни çĕнĕ пулинччĕ, лаши кăвак пулинчĕ; вершник маттур пулинччĕ, вăр! çавăрса лартинччĕ. Ч. П. Хĕрĕх чăххи пыршине вершник умне лартрăмăр. Альш. Хай хôрсем патне «вершниксем» лашасем кӳлçе пыраççĕ... Ку «вершник» текенннсем хĕр сăрие каякан хĕрсен тетĕшĕсем (пит ватах маррисем) е шăллĕсем пулаççĕ.

витĕр

(видэ̆р), сквозь, насквось; через. Употребл. и как наречие. Вишн. 72. Çăмăр шывĕ, юр шывĕ çĕре аннă чухне, пĕр-пĕр витĕр каларман çĕр сийĕне(= сине), е чуллă çĕре, е çара тăмлă çĕре çитсен, чарăнать. Сред. Юм. Пĕр пилĕк çухрăма яхăн чухне çôмăр килсе пусрĕ те, иртсе каймарĕ, так çăмăр витĕрех килтĕмĕр. Янтик. † И, утар-и, утар-и, тутăр витĕр пăхар-и? Макка 53. Вăл вăрманта вăрă-хурахсем питĕ нумай пулнă, теччĕç. Витĕр тухнă тух, çыннисене вĕлерсе, лашисене вăрласа кайнă. Юрк. † Пирĕн савнă туссем мĕшĕн салху-ши? те çын витĕр сăмах илтнĕрен? Янтик. † Çакă Тимеш (Янтиковский) хĕрĕсем витĕр курнан шăрçа пек. Альш. Витĕр касса кĕрет çил. Пронизывает насквозь ветер. СПВВ. Çын ăшне кĕрсе витĕр тухасе пек калаçнă. Он говорил так, как будто. Сред. Юм. Пит вастра мар-и ô? витĕр тохса каять вит ô (ловкий человек). Ст. Ганък. † Ула лаша, сарă лаша, пасар урамĕ витĕр (через весь базар) курăнать. Б. Нигыши. Ун хыçĕнчн кăркка аçи сикнĕ-тухнă та, кашкăра витрех (= витĕрех) хăваласа кайнă. N. † Шăпăр-шăпăр çăмăр çăвать, чӳрече витĕр витерет. N. Пире çăмăр витĕрех йĕпетрĕ (насквозь промочил). Юрк. † Сарă çарăксенĕн хупписене сарайсем (навес) витĕр ывăтрăм. Стюх. † Чĕршĕ (?) кĕлет алăкне витĕр çурса касăпăр. Сред. Юм. Чôхăн пôрнать, тессине: ôнта витĕрех кôрнать-çке вара, теççĕ. С.-Устье. Касамачĕ витĕр кĕме сакăр алăк пулнă, тет. Урмай. Тепĕртак пурăнсан, (кăмака çине акнă пăрçа) пӳрт тăрринчи улăмне те шăтарса тухрĕ, тет, те, çӳлелле витрех (= витĕрех) çитĕнсе карĕ, тет (высоко, в высь). Яргунък. Йăван ули тенĕскер, Палламанăн хуçи сенкĕ йăтса пынине курсан: чăнах чиксе пăрахмах килет ку, тесе, тӳрех капан тăрринчен çĕре сикнĕ те, киле витĕрех (не останавливаясь) тарнă. Торп-к. Ывăлĕсем çĕнĕ çĕре витрех (витĕрех) тарнă, тет. Тип-Сир. Вăрманалла витрех (витĕрех) кайнă. Удалились далеко в глубь леса (в погоне за зайцем). Т. М. Матв. Вырнă чухне пĕрер выраканпа унăн каçалăкĕ хушшинчен тухсан: алă витĕр тухрĕ, теççĕ. Алă витĕр тухсан, каçалăк выракан аллине çурлапа касать, тет; çавăнпа алă витĕр тухма хушмаççĕ. Стюх. † Кантур тӳри витĕр (чрез посредство...) çыру килет, пирĕн куç-çульсене çав тăкать. || Совсем, определенно, окончательно. Норус. † Йăлтăр курнан хĕрсеме (= хĕрсене) витрех (витĕрех) парса ятăмăр. (Туй юрри). || Ясно. О сохр. здор. 91. Тăра-киле вара куç час ывăнакан пулса, таса, витĕр курми пулать. СТИК. Витĕр таса куçлă, с чистыми, ясными глазами. Ib. Унăн куçĕ витĕр курать (видят отчетливо). Собр. Куç-пуç витĕр мар çын турра курнă, тет. (Послов.). Сред. Юм. Витĕр курăнать. 1) Очень чист, прозрачен; 2) живет бедно. Арçури. Куçĕ витĕр мар пирки, пыран лаша курмасăр, йыт вилĕмпе вилнĕ, тет. Хыпар № 16, 1906. Тĕрĕс сăмахĕсене те вăр-вар çавăрса, витĕр татса (определенно) калаймаççĕ. Трахома. Вара вăл куç умĕнчи япаласене, пӳртсене, урампа иртсе пыракан çынна та витĕр курми пулать. Ч. С. Витĕртерех пĕлесшĕн, чтобы знать точнее, наверно. С. Коçăм пит витĕрех мар та (не зорки), ойăримарăм (не различил). || О сохр. здор. 53. Тутлă тулă чустинчен тунă апатсем витĕр пĕçернĕ пулсан (пропечены), часах çĕреççĕ (перевариваются). || Бойкий, дошлый. Хыпар № 42, 1906. Витĕртерех чиновниксем. Ib. № 7, 1906. Витерех мар хресçенсем те стражниксем кирлĕ мар; вĕсемшĕн ытлашши укçа пĕтермелле мар, теççĕ. Ib. № 36, 1906. Тата витĕртерех пулмĕ-ши? || Очень. СПВВ. Витĕр чипер. Ч. П. Хăшĕ витĕр чипер, вăл пире. || Очень громко. Альш. † Вăйă иртсе пынă чух витĕр çурса калăпăр. || На далекое расстояние. Коракыш. Хăй пысăк та мар, сасси таçта витрех (= витĕрех) илтĕнет. (Парапан). || Подробно, точно. Ч. С. Çимĕк хăçан çитнине, çимĕкре мĕн тунине (что делают) чăвашсем ачи-пăчи-мĕннипе витĕр пĕлсе тăраççĕ.

вупкăн

вопкăн (вупкы̆н, вопкы̆н), назв. божества (7 разр.). М. Васильев. Аслă вупкăн выльăхсене пăхса тăнă. Хорачка. Вопкăн (чит. вофкăн) пĕтерчи-мĕн (çисе кари-мĕн) санăньня (= санăнне)? теччĕ, çиленсен. Чертаг. Вопкăн пак пĕтерсе порнан! (Брань). Алик. † Ах вупкăн еркĕнĕ! Хăйне çакма саппан çук, пире саппан парса ячĕ! (Свад. п. ). Б. Хирлепы. † И, вупкăн еркĕн хĕр! Хăйне тăхăнма çĕрĕ çук, мана çĕрĕ парса ячĕ! Аттик. Çĕнĕ Макçăм халăхран юлат (в конце моленья), тата унпа пĕрле пĕр пилĕк-улт ватăрах çынсем юлаççĕ. Вĕсĕм хай (т. е. тех) виçĕ сурăха пусса, пĕçерсе, чӳклесе çиеççĕ. Ăна епле чӳкленине, мĕншĕн чӳкленине пĕлместĕп; анчах ватă çынсенчен: вупкăна параççĕ, тенине илтнĕччĕ. В. Олг. Вопкăн ерсессĕн, поян çын начарланат. Ст. Чек. Вупкăн — страшилище? Г. Т. Тимоф. «Масар вупкăнĕ» упоминается при обряде „пăсташ тасатни“. || Назв. печенья? Цив. Çын чирлесен, вупкăнсем туса тăкни... Мăлтан вĕтĕ салма пек вупкăнсем тăваççĕ... || Обжора. СПВВ. ГЕ. Вупкăн тесе, çăккăр та нуммай çиекен, шыв та нумай ĕçекен çынна калаççĕ. || Назв. болезни. Моркар. Вар ыратсан: вопкăн полна, вопкăнтан вĕрсе памалла, теççĕ. || Назв. прожорливого сказочного существа (горе-злосчастие). Б. Олг. Вопкăн — обжора. О нем легенда: он живет у человека и разоряет его. Пшкрт. Вопкы̆н-Ҕап хыбады̆н! (жрешь). Питушк. Вопкăн пак çиять (обжора). Ст. Чек. Вупкăн куçлă çын — çыннăнне ăмсанакан çын. || Прожорливый. Сир. 142. Вĕсем тĕлне тискер (в рукописи — вупкăн) вĕçен-кайăк пĕлмест. || Брань. Питушк. Вопкăн! Хопларăн, пĕтермĕш! («брань, а не существо»). N. Эй вупкăн путене! пуçсăр (= кутăн, куштан, нахальный) ача тунăшăн пуçна çапса пăрахăп! Алик. † Ах вупкăн еркĕнĕ! (проклятущая любовница)! Хăйне çакма саппан çук, пире саппан парса ячĕ! В. Хирлепы. † И, вупкăн еркĕн хĕр! Хăйне тăхăнма çĕрĕ çук, мана çĕрĕ парса яр! См. Золотн. 27, Магн. М. 134, 247.

вуç

(вус’), вовсе. Ст. Шигали. Эпир те çавăн пек: вĕреннĕ уччиттĕле воç те ярас килмес, çĕнĕ килнĕ уччиттĕлпе вĕренес килмес.

вут кăлар

добывать огонь; сделать пожар. Ч. С. Икĕ юман йăвăçне хăшкаса, вут кăлараççĕ. Альш. Çĕнĕ вут кăларас (обряд). Бгтр. Вут кăларакан çын, вут тухсан, хăйĕн ялĕнчен тепĕр яла тарсан, вут çав яла пырса ӳкет, теççĕ.

вăпăрла выляни

назв. игры. Çĕнĕ-Кипек. Вăпăрла вылянă чухне пĕри вăпăрĕ, тепри уйăхĕ пулать. Ыйттисем (siс!) пурте, алран ал тытса, тавралла карталанса тăраççĕ. Унтан вăпăрĕ уйăхне хăваламах тытăнать. Уйăхĕ çав карта ăшне кĕрсессĕн, пурте кукленсе лараççĕ те, леш вăпăрĕ картийĕн тулашне тăрса юлать. Чăпăрĕ те çав вăхăтрах çав карта ăшне кĕрсе кăйсан, уйăхне часрах кăлăрса яраççĕ те, каяллах кукленсе ларса, вăпăрне карти ăшне тăратса хăвараççĕ. Çапла аппалансан-аппалансан, вăпăрĕ уйăхне çитсе тытать те: сана çырăм ĕнтĕ! тит вара.

вăрăм

(вŏрŏм, вы̆ры̆м), длинный, долгий, высокий. К.-Кушки. † Вăрăм чаппан тăхăнас-мĕн. Надо было надеть долгий чапан. Н. Кунаш. Вăрăм вырăс çул кăтартать. (Йăран). Высокий русский показывает дорогу. (Межа). Юрк. Вăрăм ĕмĕрлĕ-кунлă, долголетний. Сред. Юм. Вăрăм питлĕ, человек с продолговатым лицом. Регули 1053. Ку йăвăç вăрăм çитĕнчĕ (вăрăма кайрĕ). Ib. 903. Ик шыт вăрăмĕш, пĕр шыт вăрăмĕш. N. † Атте лаши, хура лаша, вăрăм çула каймашкăн (для дальней дороги); мапа анне çуратнă вăрăм хуйăх курмашкăн. Сала 197. Аслати вăрăм авăтсан, кĕр вăрăм килет, теççĕ. Если гром долго гремит, то, говорят, будет долгая осень. Якейк. Хĕвел аннă чухне ĕмĕлке вăрăмран вăрăм каят (все длиннее и длиннее). Чув. прим. о пог. 57. Уяр вăрăм тăрсан, çĕнĕ уйăхра (в др. гов. уйăхпа) çăмăр пулать. Если долго простоит ясная погода — с новым месяцем дождь. Ib. 226. Шаланкă çухăрсан, уяр вăрăм тăрат. Если коршун (чит. канюк) кричит, будет долго вёдро. Чуралъ-к. Уйра вăрăм вырăс выртĕ. (Ана йăранĕ). Пис. Кӳлнĕ утсем вăрăм та, ай, тăрсассăн, пукришкине йăвăр та тивмест-ши? N. Ытла вăрăм-вăрăм каласа куçарать. Его переводы страдают длиннотою изложения. Ала 101. Пирĕн пичийăн вăрăм ампар. Вăрăм ампар хĕррипе сала-кайăк йăви пит нумай. Календ. 1904. Тинĕ вăрăмми те, кĕски те пулать Шурăм-п. № 23. Тип çĕр çинче сарлакăш-вăрăмĕш (scr. вăрĕмĕш) пĕр утăмшăр туса, патакпа чĕрсе, тăваткал карта çавăраççĕ. Сред. Юм. Вăрăм кнахвит (конфекта) тесе, пĕрер шите яхăн тăвакан кнахвите калаççĕ. Ib. Вăрăм çиxĕ пус, мужской половой орган. (Обыкновенно говорят в шутку). Регули 384. Эп пилĕк шыт вăрăм. Кан. 1927, № 234. Вĕсем ĕç кунĕ (рабочий день) ытла вăрăммипе хирĕçеççĕ (протестуют против). N. Сăрă (р. Сура) пирĕн уясра вăрăм пымасть.

эрне

(эрн’э), первоначально — пятница, теперь — неделя. Изамб. Т. Мункун пĕрех эрне юлчĕ. До пасхи только неделя. Букв. Эпир тыр вырнă вăхăтра эрни-эрнипе хирте пурăнатпăр. Юрк. Эрнесерен пĕрер тапхăр (еженедельно) тухакан каçит (= хаçат). БАБ. Çĕнĕ çул миçе эрне-ши? мĕн кун пулать-ши? теççĕ. Юрк. Пĕр эрне те çук пулĕ, Магницкийрен çыру илтĕм. О сохр. здор. Çав çын вара виçĕ эрнепе ултă эрне хушшинче урать (делается бешеным). Рег. 1218. Ку эрнене кĕрсессĕн, çанталăк пит осалччĕ. Рег. 1204. Ик эрне иртне çĕрте туса çитерĕ вăл. Рег. 1185. Эрнерен сувалĕ. Виç контан тăвĕ. Ик контан кайĕ. Рег. 751. Ончол ĕçе эрнере те пĕтерймăн. Рег. 842. Ман номай ĕçĕ, эрнере пĕтерме полмĕ. Рег. 843. Ончол номай ĕçе (столь много дела) илнĕ, эрнере пĕтеримĕ. Панклеи. Каясси эрне тенĕ чох (за неделю до ухода). Курм. Эрне пуçне икĕ-виçĕ хут киремете кĕл-тăватьчĕç. Орау. Пĕр эрне пулĕ ĕнтĕ, пĕр сурăх Кăшкăрта çĕтсе çӳрет. Якей. Çăварни килет çич конлăх, ма çич эрне килмен-ши? Янтик. Эп, пичче патне кайса, пĕр-икĕ эрне пурăнас тетĕп (пурăнса килес тетĕп). Пичче патне пĕр-икĕ эрнеллĕхе каясшĕн. Орау. Пĕр эрнене яхăн вăрманта пурăнтăмăр. Юрк. Куллен эпир капла виле пуçласан, эрне хушшинче пурсăмăр та вилсе пĕтĕпĕр. Якей. Ик эрнери чăх чĕппи амăшĕнчен уйăрлимаçть. Якей. Вăл таста кайса, эрнешер çохалса порăнать (но неделе). Сред. Юм. Кăш чôхне эрни-эрнипе ӳсĕр çӳрет ô (но целым неделям). IЬ. Сôт-тунă чôхне те аваннн эрни-эрнипе килет ô: кăш чôхне парăш пит йôлать, кăш чôхне йолмас та. К. С. Чей те эрнере, уйăхра анчах ĕçнĕ (т.-е. только в некоторые недели или месяцы), аш та хĕлĕпе пĕр пăт çимен. Сред. Юм. Эп шалу кирлĕ таран эрнерен эрнене илсе пырап (каждую неделю). Скотолеч. 20. Çапла пĕр эрне хушши (с неделю) кунсерен пĕрре çуса тасатса, çу сĕрес пулать. N. Эсĕ кунта миçе эрнене килтĕн? Ты сюда на сколько недель приехал? Альш. Эрнипе ĕçеççĕ (целую неделю). Эрненĕн кунĕсем, дни недели. Альш. Эрнен хушши ултă кун, эрне ан тăр, тăванăм, пырах тăр. В. Олг. Считают дни от Пасхи до Ильина по неделям, обратно: напр.. паян çичче кĕрсе — сегодня осталось семь недель до Ильина. Так же и от Ильина дня до Покрова. Çиччĕре, саккăрта — на седьмой etc. неделе.

этемлĕх

(эдэмл’э̆х'), человеческая природа. Посл. Эсир кивĕ этемлĕхе ĕçĕр-мĕнĕпех пăрахса, çĕнĕ этемлĕхе кĕнĕ. Альш. Этемлĕхрен тухнă япала. 1. Человек, в котором не осталось ничего человеческого. 2. Отживший свой век (старик). Этемĕн этемлĕхĕ пур тискер кайăксен кайăклăхне те, вĕçен кайăксенне те, шуса çӳрен япаласенне те, шыври чĕрĕ япаласенне те халĕ те чарать, ӳлĕмрен те чарĕ.

ырă

(ыры̆), добрый, хороший, превосходный, отличный; здоровый; милый. Почтенный. Святой. Ист. 65. Çын, ырра курсан, ырă чап сарать, усала курсан, усал чап сарать. Псалт. ЗЗ9. Астивсе пăхăр, Турă ыррине курăр. Тороп-к. Пăть-пăлтĕк потене, ыр çарана йоратать. Альш. Ырă ут çине ларакан ырман, тет; çĕнĕ кĕрĕк тăхăнан шăнман, тет. Пазух. Ыр ут утланакан та, ай, ырман, тет; ыр тумтир тăхăнакан та, ай, шăнман, тет. Юрк. † Ырă ут çине ларакан ырман. Юрк. Ытла ырă пулĕччĕ, ун вырăнне Магницкие кӳртсе лартсан. Янг. К. Мана сĕт ырă мар, мне молоко не идет (сказал человек, которого прошиб понос). Сĕт-к. Ыр ят (добрую славу) сарса çӳрет. † Йĕри-тавра йыснисем! Хаяр сонсах ан ярăр, ыр кон-çолне халалăр. (= халаллăр). N. Сан ырă (почтенное) çыруна иккĕ [илтĕм]. Юрк. Ку тĕрлĕ аслă пăраçникре те çынна ырă сăмах кала пĕлмеççĕ. Юрк. Епле хăйсем пуйни çинчен тĕрлĕ ырă хыпарсем сарма тăрăшаççĕ. N. Турă ăна (ей) вилсессĕн те, ырă вырăн патăр, çутă çĕре кӳртсе вырнаçтартăр, тет. † Ырă шĕшкĕ пек тантăшсем пурччĕ, ырă хулă пек ямăксем пурччĕ, — тăрса юлчĕç, ай, курăнать! Полт. 56. Ырă сехет çывхарать. Полт. 50. Ачашлакан ыр куçа астумасăр вăл ларать. † Çак хăта-тăхлачă ыр пулсассăн, пире килме-кайма пит лайăх. Эльборус. Хăш енчен шăршласа пăхан, çав енчен тĕрлĕ ырă шăрш килет. † Ах, хĕрес аннеçĕм, аттеçĕм, хаяр сонсах ан ярăр, ыр халапне парса ярăр! (т.-е. пожелайте добра, благословите). N. Святой апостол Павел çирнă ырă кĕнеке çинче. N. Арăмĕ каланă: веç санăн ырă апу ылтăн тарилккене çапса çĕмĕрчĕ и çитерекен лашана чиксе вĕлерчĕ, тенĕ. Собр. З82°. Ялтан яла шыраса ялăн ыри (лучшие из деревень) кунта-мĕн; хĕртен хĕре шыраса хĕрĕн ыри (надо: ырри?) кунта-мĕн. Ала, 7. Ну, ăвăлăм, эсĕ манăн сăмаха итлесессĕн, ырă тăнлă çын пулăн. Чăвйп. Эпĕ ырра хирĕç ырă, усала хирĕç усал, тенĕ. Сказк. и пред. 18. Сывлăш ырă ыйхинчен вăранма та пуçларĕ. N. Ырă сывлăш, кисе, туртса кăларинччĕ, тесе калать, тет. N. Ырри çухатнă, усалли кӳнĕ теççĕ. (Послов.). Чхйп. Кĕтӳç хăй кĕтӳне вăй çитнĕ таран ырă пăхсан, кĕтӳри выльăхсам та ырă, аван, мăнтăр юлаççĕ. Никит. † Курăк ыри — çырла çеçки (лучшая из трав — ягодный куст), çырли ларать хĕп-хĕрлĕ. Ст. Ганьк. Ырă сехет тĕлне ту. Fac, ut faustam jffendamus hôram, h. e., ut ôppôrtunum tempus nanciscamur. Якей. Хĕрĕн ырри конта-мĕн. Оказывается, лучшие девицы — здесь. Юрк. † Усал çумне выртаччен ырă (так напис.) ури вĕçне вырт. † Ĕçкĕ ĕçме лайăх ырă куç. Ватта ырра хур. Старого уважай. Бюрг. Кун кунлама патăр, çĕр çĕрлеме патăр; каçхине каçах пултăр, ирхине ырах пултăр. (Из обр. «тĕтĕрни»; Сала 345°). Сред. Юм. Кĕçĕллĕ çынна мунчара çапăннă чôхне ыррăн туянать (бывает приятно). N. Эпĕ халĕ турă пулăшнипе ырă-сывă пурăнатăп. (Из письма). † Усал çумне выртиччен ыррăн ури вĕçне вырт. Чем ложиться рядом с злым, лучше лечь в ногах у доброго. Альш. Атте-анне килĕнче мĕскер пур? — Ырă улпутран ырă тетем пур, ырă (почтенная) пикерен ырă инкем пур. Ырă вут ами, почтенная мать огня. См. Ашапатман. Т., VI, 22. Б. Бур. † Пули-пулми çынпала çула ан тух, ырă (почтенный) улпут пек пуçна çухатма. Сикт. Пӳртре пурте: ырă чӳккелĕ хапăл илтĕр; чӳк çырлах! тесе, пурте, ӳксе, пуççапаççĕ. IЬ. Ун хыççăн пурте: ырă чӳк-кĕлĕ пӳлĕхçĕ, хапăл ил! тесе, ӳксе, пуççапаççĕ. IЬ. Ырă чӳк-кĕлĕ хапăл ил, тытнă-тунине çырлах, тет те, вара ачасене çиме хушать. Магн. 1. Ырă киремет. IЬ. Туйеккинче хурăн çырли; татрăмăр та çирăмăр, ырă хурăнташшенчен уйăрăлтăмăр. (Из солд. песни). † Ырă Мускав пек ялăм пур, ялăм çинчен куç каймаçть. Л. Кошки. Пĕлни пур, пĕлменни пур: ырă чӳк-кĕлĕ, хуш курса, хапăл ил! (Из моленья). СПВВ. Ырă пӳлĕх. Альш. Ах, тантăшçăм Люпун! — çын-çын урлă курăнать! çын-çын урлă курăнсан та, ырă пикенĕн курăнан. Альш.? ЬIрă кĕллĕм вырăнаçтăр. Да будет принята моя чистая молитва. Ой-к. † Çыр хĕринче çĕр çырли; татрăмăр та çирăмăр, ыр çĕр-шывран уйăрлтăмăр (расстались с святою родиною). || Ырă скорее указывает на нравственные свойства или на высокие качества, лежащие в самой природе предмета; аван и лайăх этого оттенка не имеют. Срв. «ырă кăмăлăм», но: «лайăх чĕлхе-çăварăм». || Добро. Макка, 10°. Вăрçă хушшине ырă кĕмес. (Послов.). Ырра курсан, ырă пулать; усала курсан, усал пулать, теççĕ. (Послов.). Ырă тунине манакан çын — неблагодарный. Усал-тĕсел тулалла, ырри шалалла. Так произносят, когда поят больного наговоренною водою, совершая «ăш ыратсан, вĕрекен кĕле». N. Пирĕн тутарсемпе, тухса, çапăçнинчен ырри пулас çук ĕнтĕ. 1. Самое лучшее для нас, это — вступить в битву с татарами. 2. От нашей битвы с татарами положительно не будет добра. Ч. С. Çын, ырра курсан, ырă пулать, усала курсан, усал пулать, теççĕ ваттисем. Чăвйп. Кĕркка! атя кунтан тарар, кăсем ырă калаçмаççĕ (они говорят недобрые вещи; здесь — сговариваются убить). || Хорошо, по-хорошему. М. Тув. Ати-апай пур çинче ыр ĕçес те ыр çиес. Тогач. Тавай, ати, эреке, ыр ĕçес те ыр çияс. Полт. 49. Ват çын çине юратса ачашласа ыр пăхать (она). Юрк. Ĕнтĕ ырăран ырă калама тытăнать-çке. || Хорошо, что. Ч. С. Анне, ырă, аттене каласа кăтартмарĕ. || Добрый дух, доброе начало в природе, Собр. 137°. Çак тырсене акма вăрлăх кăларнă чух, ырра хирĕç ту усалла тӳртĕн ту. (Из моленья). IЬ. 137. Уя тухăпăр татах ырра хирĕç, усалла тӳртĕн ту. (Из моленья). || Ырă ют, туру ют, песенная вставка, возникшая из «Ыр(ă), эй, ут, тур(ă), эй, ут»? Ч. К. † Çич хӳрелĕ хĕр куртăм, — ырă ют, туру ют! — пилĕк çыххи пилĕк сум! Анат-касси хĕрĕсем ултă хĕрĕ пĕр укçа. || Ырă пурăнăçлă, благочестивый. См. 2. ырă.

ырă сун

желать добра, иметь добрые желания. И. П. Т. Мĕн вăй çитнĕ таран сана ырă сунса паратпăр, пирĕн çак панă парнене хапăл туса ил. (Уйчӳкĕ). СПВВ. ИФ. Япала парсан-тусан, ырă сунаççĕ. Ырă япала парсан, ырă сунаççĕ; усал япала парсан, хаяр сунаççĕ. Çĕнĕ инке илсен, илекеннисем: ах, Турă, тепле ĕнтĕ пулат, теççĕ. Хĕр паракансем: ырă сунсан, ырă пулĕ; хайăр сунсан хаяр пулĕ, теççĕ. N. Ырă сунса, çыру ятăм (о поздравительном письме). Юрк. Темĕн тĕрлĕ ырă сунат. Желает всяческого добра, т.-е. призывает (на него) благословение Божие и пр. Сĕт-к. Мана ыр сонакан при та çок. N. Ăна килти çемйисем анчах хываççĕ, хăш чух ырă сунан ăратнисем те пыркалаççĕ.

ырă

(ыры̆), назв. духов, чтимых чувашами. Срв. тат, iзгi. См. ырă. Ст. Чек. Ырăсен сыпăкĕсем, поколения (разряды?) духов, именуемых ырă. IЬ. «Ырă означает киремет: Аслă ырă — Аслă киремет, Кĕçĕн ырă — Кĕçĕн киремет, Вăталăх ырă — Вăталăх киремет». Азбаба. Чӳк туни вăл усал япала мар, унта эпир ырăсене асăнатпăр, ырăсем вĕсем святойсем, теççĕ (говорят язычники). НТЧ. Сĕвере (в Свияжске) выртан ырă, тесе, вĕсем унти Çвятоя асăнаççĕ (во время, сăра чӳклени»). НТЧ. Вĕсен аслă ырă тени пуринчен аслă киремет (он «тытать», т.-е. может причинять болезни). Жертв. т. Ваталахе ырсем гурь (вар. Вталаге ырсем гурь), т.-е. Вăталăх ырсем — хур, т.-е. средним ырсем гуся. IЬ. Кесени ырсем гурь (вар. Кесени ырсемъ гуръ), т.-е. кĕçĕн ырсем — хур «младшим ы. гуся». IЬ. Çĕнĕ ырсем жербет сып. юсман (вар. сене ырсем жербеть юсман т.-е. çĕнĕ ырсем — шерпет, (сыпписене) юсман, новым ы. сыта, (поколениям их) юсманы Т. VI. 27, 28. 1) Çырлах ырă чӳк-вĕлĕ. 2) Çырлахтăр ырă чук-кĕлĕ. 3) Çырлах ырă пӳлĕхçĕ. 4) Çырлах ырă хĕвел. Магн. 64, 65, 67, 87, 87. Çутă кӳлте выртакан ырă. Çол çӳрен ырă. Аслă ырă. Шопашкарти ырă. Макарери ырă. Хусанти ырă. Альш. Çав ырăсенчен хăранипех пăсăлтамăр, тетĕн. IЬ. Тура уменче сюрекенъ ырасем гурь. Тура умĕнче çурене ырсем гурь, т.-е Турă умĕнче çӳрекен ырăсем — хур. Т. VI, 5. 1) Тĕнче тытакан ырă амăшĕ, тĕнче тытакан ырă... З) Çул çӳрен ырă амăшĕ, çул çӳрен ырă.... З) Çĕр шыв тытан ырă амăшĕ, çĕр шыв тытан ырă.... См. сĕт кӳл. Т. VI, 1, 4, 5. 1) Турă умĕнче çӳрекен ырра... 2) Мăн Турă умĕнче çӳрекен мăн ырă. 3) Чун çуратан Турă умĕнче çӳрекен ырă. 4) Чун пӳрен Турă умĕнче çӳрекен ырă. 5) Турă умĕнче çӳрекен ырă амăшĕ, Турă умĕнчи ырă. 6) Шыв турри умĕнче çӳрекен ырă. N. Хĕр (поправлено: хĕрлĕ) çырта выртакан ырă амăшĕ хĕрлĕ çырта выртакан ырă.... Т. VI, 7. 1) Çӳрекен ырă амăшĕ, çӳрекен ырă.... 2) Чĕлпĕр тытан ырă амăшĕ, чĕлпĕр тытан ырă.... Альш. Тăхăр ял чӳкĕнче асăнакан ырăсем (список божеств). Альш. Турă умĕнче çӳрекен ырăсене хур. Аслати тухнă çĕрти Аслă ырăсене хур, аслати тухнă çĕрти вăталăх ырăсене хур, асл. тух. çĕр. кĕçĕн ырăсене хур. Л. Кошки. Хĕрлĕ çырта выртса каян ырăсем. Л. Кошки. Ырлăха пӳрен ырă. IЬ. Çул çӳрен ырăсем. Аку, 121°. Ырăсене юратса тăратпăр. (Из моленья). Отожествлять «ырсене» с киреметями, повидимому, нельзя. См. Милькович; А. Рекеев. Из чув. пред. и вер., Ш, 5, 6 (внизу); У, 10. || Ырсем тĕми (т̚э̆ми), назв. священнай горы древних чуваш-язычников дер. Тайбы-Таушевой. || ЬIрсен карти (карδиы) «место для жертвоприношения между реками» К.-Теняково.

ыр-хаяр

(х̚аjар), назв. духов. Аттик. Çĕрле çӳрекен ыр-хаяр, кăнтăрла çӳрекен ыр-хаяр, çакна ĕççе-çисе кайтăр. (Из наговора против «лăп-лап). Цив. Е... ха... мĕн!!! ыр-хаяр çакланнă-çке-мĕн сана! (Из записи А. Етрухина «Чăваш чирĕ», 2) Следующий отрывок взят из не оконченной рукописи М. В. Шевле «Авалхи чăваш ялисем» (1907 г.). Авалхи чăвашсем, Христос тĕнне кĕнĕ пулин те, хăйсен тĕнне хытă тытнă, ăна халĕрех-çих пăрахнă. Авалхи чăвашсем ĕненнĕ тăрăх пĕрех турă пулман, вĕсен турăсем тăхăр ушкăн пулнă, кашни ушкăнĕнче тăхăршар турă пулнă. Вĕсем пурте пĕртан пулман, первайхи ушкăнрисем аслисем пулнă, иккĕмĕш ушкăнрисем кĕçĕнтереххисем, виççĕмĕш ушкăнрисем тата кĕçнерехисем пулнă, такки çапа еречĕпе пынă. Тăта кашни ушкăнра уйрăм асли пулнă, ун хыçĕнчен кĕçнерехисем пулнă. Çапа ĕнтĕ пирĕн авалхи чăвашсен турăсем тăхăр ушкăн пулнă, кашни ушкăнĕнче тăхăр турă, мĕн пурĕ 81 турă. Вĕсен хушшинче аслисем, кĕçнисем пулнине астусан, вĕсем 81-те турă пулман пулмалла, вĕсен хушшинчен нăмайĕшĕ святой пеккисем, ангел пеккисем-çих пулнă пулмалла, анчах ĕлĕкхи вавашсем вĕсене пурне те пĕрле турăсем тенĕрен, эпир те турăсем тейĕпĕр. Кашни туррăн хăй пăхса тăракан япала пулнă: Акă вĕсем: 1) Таса пĕр турă, пуринчен асли. 2) Пӳлĕхçе, пĕр турăран кĕçни. З) Тур-Амĕш. 4) Пихампар, пĕтĕм çынсене пĕлсе тăракани. 5) Хĕрлĕ-Çыр пĕртак пурнарахпа Св. Николая пĕлтернĕ, ĕлĕк тем тăвакан пулнă, паллă мар. 6) Çĕр-Йыш. 7) Çĕр-Ашшĕ. 8) Çĕр-амĕш. 9) Çĕр Сулу, çĕре сулса парсан илекени. Кама та пулин çиленсен, илĕ вăрççан, таса çĕрте вăрçнине каçар, манан (siс!) ан шыра, çавăнтан кайса шыра тесе тухса çăнăх вĕçтернĕ. Иккĕмĕш ушкăнĕ. 1) Ывăл-хĕр çуратакая турă. 2) Ывăл-хĕр çуратакан амĕш. З) Ывăл-хĕр çуратаканăн Пӳлĕхçи, тоже пĕлсе тăракани. 4) Хунхаççи (так и в черновике рукописи), ӳсен япаласене хуяаттаракани пулнă пулмалла. 5) Хумхаççи, хумхантарса лартакани. 6) Вĕри хĕвелтен сыхлакани. 7) Çил-ашшĕ. 8) Çил-амĕш. 9) Тăвăл çил çӳретекени. Виççмĕш ушкăн. 1) Тыр-пул çуратакан турă. 2) Тыр-пул çуратакан амĕш. 3) Тыр-пул çуратакан Пӳлĕхçи. 4) Выльăх-чĕрлĕх çуратакан турă. 5) Выльăх-чĕрлĕх çуратакан амĕш. 6) Выльăх-чĕрлĕх çуратаканăн Пӳлĕхçи. 7) Вĕлле хурт çур такан турă. 8) Вĕлле хурт çуратакан амĕш. 9) Пӳлĕхçи. Тăваттăмĕш ушкăн. 1) Хăмла хăпартакан турă. 2) Хусанта аслă алăкра выртакан ырă. З) Сĕвере выртакан ырă. 4) Шупашкарта выртакан ырă. 5) Аслă (илĕ кив) киремет. 6) Аслă Киремет Ашшĕ. 7) Аслă киремет Амĕш. 8) Аслă киремет хаярĕ. 9) Тӳр-кĕлли. Хусанти, Сĕвери, Шупашкартн ырă, тесе, святой ӳчĕсене каланă пуль. Киремет тесе çынна тытса хутлакан турра каланă, вăл пит усал пулнă, ăна тул çăнăхĕнчен сарçупа çăрса юсман туса панă. Киремет хаярĕ, киремечĕ хушсан, пырса хутлакани пулнă. Тӳр-кĕлли тоже çавăн майли пулнă. Пиллекĕмĕш ушкăн. 1) Çĕнĕ киремет. 2) Çĕнĕ киремет ашшĕ. З) Çĕнĕ киремет амĕш. 4) Çĕнĕ киремет хаярĕ. 5) Çил çунач. 6) Çил хаяр. 7) Хĕвел ашшĕ. 8) Хĕвел амĕш. 9) Хĕвел çунач. Улттăмăш ушкăн. 1) Çĕр-шу кĕтен. 2) Уй пăхакан. З) Шыв вăтăш. 4) Итем сыхчи. 5) Хĕрт-Сурт. 6) Турă умĕнче çӳрекен. 7) Хĕрлĕ-Çыр ырри. 8) Кĕлĕ алăк умĕнче тăракан. 9) Кĕлĕ алăк уçакан. Çиччĕмĕш ушкăн. Ку ушкăнта таврари ырăсене асăннă, çавăнпа эп кунта хамăр таврари ырăсене çырап. 1) Хыçалти Аслă ырă. 2) Юнсарти ырă. 3) Шултрари ырй. 4) Уй пуçĕнчи ырă. 5) Кив масар. Кив масар тесе Йĕршер панчи, тĕне кĕмен чăвашсене чикнĕ масара калаç. Вăл масар халь те пур, унта вилнĕ çын тăпри çине лартнă тем пысăкĕш чулсем халь те мăкланса выртаç. Çав чулсем айне тухатакан çынсем, çӳçсем, кĕпе çухисем вăрттăн касса, тата урăх япаласем те пуçтарса кайса чикеç, теççĕ юмăç карчăксем. Таврари ырăсем тесе вак-твек турăсене каланă. Вĕсене парне памасăр юраман, вĕсем парне памасан çулта-йĕрте вĕсен тĕлĕнчен иртсе кайнă чух хăратса çынна чирлетме пултарнă, парне ларакана тĕрлĕ усалтан сыхланă. 6) Аслă-Вупкăн, выльăхсене пăхса тăнă. 7) Арçӳри. 8) яхăх (ярăх?), кĕсен-çăпан кăларакани пулнă, ăна воздушный (хĕрлĕ пилĕклĕ) пренĕк пăрахнă, хĕш-чух çуршар, чĕрĕкшер пуслăхсем или нухратсем парахнă. 9) Турă-Сулу, турра сулса панине илекен. Саккăрăмĕш ушкăн. 1) Чĕлпĕр тытакан. 2) Итем перекечĕ. З) Уй перекечĕ. 4) Перекет амĕш. 5) Перекет ашшĕ. 6) Перекет паракан. 7) Шултра алапа шыв ăсса килекен. Чӳк тума хур или путек пуснă. Пусас япалана малтан шыв сапса силлентернĕ, силленет пулсан, Ырă ăна пахил илнине, силленмес пулсан, пахил илменине пĕлтернĕ. Силлентерме сапакан шыва Шултра-алапа шыв ăсакани илсе пынă. 8) Тăваççи. 9) Тăтхаççи. Ку кайранхи ик ырă мĕн тăваканисем пулнине юмăç карчăксем те пĕлмеç. Тăххăрăмĕш ушкăн. Ку ушкăнти турăсем мĕн-мĕн ятлисене, вĕсем мĕн япаласене пăхса тăнисене пĕлекен çынна эп ку таранччĕн тĕл пулман-ха, çавăнпа вĕсем çинчен нимех те калама пуятараймастăп. Хам шухăшпа ку ушкăнта тĕрлĕ лăп-лапсене, кăçта килчĕ унта, пахчасенче-мĕнте пулнă йăрăхсене, киреметсене, ар-çӳрисене, ячĕсене каласа асăннă пуль, теп. Авалхи чăвашсен праçниксем те хальхисем пулман. Мун-кун та аслă кĕçнерни кун пулнă. Кашни эрнере вĕсен пĕр праçник пулнă эрне кун, хальхи вырсарни кун вырăнне. Тата чӳксем пулнă. Ак вĕсем: Тăхăр хуран, Çӳлти кĕлĕ, Вăрăм пăтă, Çич кас масарпе аснакан чӳк, Çĕнĕ-тыр-пул чӳкĕ, Хĕрт-сурт пăтти, Сăра чӳк, Вупкăн çӳк, Çăмăр чӳк. Авалхи чăвашсен хальхи поптавраш вырăнне кашни ялта, тĕрлĕ чӳк йĕркисене пĕлекен çын пулнă, ăна чăваш мулли тенĕ. Чăваш мулли ахал, çынах пулнă, ăна никам та суйламан, кам кĕлĕ-йĕркисене лайăхрах пĕлнĕ, çав мулла пулнă. Мулларан урăх, кĕлĕ йĕркисене пĕлекени юмăç карчăксем пулнă. Вĕсем çын чирлесен чӳксем тунă, арçӳрисене çакăр тураса пăрахнă, тухса киреметсене, йăрăхсене сулнă. Вĕсем уншĕн укçа е пĕр пĕр япала илнĕ. Чӳк тунă чух малтан алăка уççа, алăк'' патнелле пахса пĕтĕм турра асăннă. Мулла, калпакне хул-айне хĕстерсе, аллинче çимĕç тытса тăнă, унпа пĕрле ыттисем те хĕш чухне мĕн çимĕс те пулин тытса тăнă. Алăк патнелле пăхса кĕл туса пĕтерсен тин тур кĕтессинелле пăхса сăх сăхнă, унччен сăх сăхман.

ытлашши

(ытлашши), лишний. Хĕр вара, йĕрсе, ашшĕпе-амăшне калать: эпĕ сиртен ытлашши юлтăм пулĕ, тет (должно быть, я стала для вас лишнею). Юрк. Унта та ытлашши пĕр çĕр выртрăм. Юрк. Пулĕ те çав; пĕччен чухне чей ытлашши те юлать пулĕ. Ытлашшине ăна тăкса яма пулать-çке! Демид. Сирĕн çĕр ытлашши мар-и? Не лишняя-ли у вас земля? Дик. леб. 45, Унăн ăсĕ-хакăлĕ ытлашшиех пулман (не было лишнего ума). Альш. Пурне те уйăрса пĕтерсен, пĕр пит лайăх тăлăпĕ ытлашши юлчĕ, тет. N. Ĕç ман пĕрте ытлашши мар. Работы у меня совсем немного. || Остающийся сверх необходимых расходов. Юрк. Карачăмĕ çĕнĕ вырăнта нумайрах шалунни иле пуçласан, аллинче ытлашши укçа пула пуçлать. Юрк. Мĕн илнĕ шалуннине, çинĕшен тӳлесен, ытлашшине пурне те киле ярать. Б. Олг. Пыр, тет (т̚эт). эппин каçпала, пăластăк парăп-ăçке, тет; хамран ытлашшине (что останется лишнего, не необходимого мне самому) парăп эппин, тет. || Слишком. Ытлашши сивĕ мар. Не слишком холодно. || Хорошо. Сказки и пред. 81. Ырă евĕчĕ килĕнче туйне турĕç ытшлашши. || Ытлашшипе — с походом (т.-е. с прибавкой, напр. при взвешивании; иначе — паххутпа).

ил

(ил'), брать, взять; покупать, купить; снять. Ст. Чек. Пыл исе каяççĕ те, лере çăлран шыв исе, шĕветеççĕ. Рег. 96. Она исе каяссише исе кайман, орăхне исе кайнă. Взял не тот, который было надо взять, а другой. Вишн. 72. Вĕсем (воды) хăйсемпе пĕрле çĕр витĕр аннă чух тислĕке те илсе кĕреççĕ те, часах çав ăшăк пусса пухăнаççĕ. Хып. 1906, № 5. Кам илес тиекен илтĕр, манран илсе пулас çук, тет аслашшĕ (т.-е. я не могу купить). И. И. Орлов. В Ракове «илсе кайма кайĕ» = «илсе кайин». Тогаево Покр. Витресем порте мончара, кайса илесси терĕç. Орау. Лаши мĕн пур вăйĕпе чупса пычă чухне салтакки пĕшкĕнсе аллипе тăпра иле-иле пырать. Орау. Пĕри ман хушамата илнĕ (выбрал себе взамен своей мою фамилию). К. С. Эпир кăçал хĕлĕпех тырă илтĕмĕр (покупали всю зиму). Хып. 1906, № 28. Кама, мĕн те çĕр хуçине тӳлес? Кам хăй укçалла илнине кăтартĕ, ăна тӳлесен те юрать. Ст. Шайм. Ача: лешсене илнине кăна илĕпĕр, тет. Парень говорит: «Если уж те вещи сумели взять, то эту возьмем». Ист. Олег çапла тапăна-тапăна Чернигова туртса илнĕ-илнех (все-таки взял.). Чураль-к. † Авăн çапнă укçапа илсе ячĕç ка... на (cunnum). НАК. Ачанăн ашшĕсем ачи илес (scr. исел) тенĕ хĕре илес тесен, евĕч хĕрĕн ашшĕсене калаçтарма каять. Юрк. Шалуннине те чиперех илекен пулать (стад получать порядочное жалованье). Толст. Вĕреннĕ çын арăмне килне илсе кайрĕ, тет, вĕренменнине çавăнтах патакпа çапса илчĕç, тет. Толст. Вăл укçапа пĕр чăхă илсе ярать (на эти деньги покупает). Якей. Сарă вăрăм хĕрсене илессӳ çок (если не хочешь взять), ма астарас? Ирть-х. Вăл Атăл илчĕ он чохне, латти полмарĕ, окçи пĕтрĕ. Он тогда снял (с торгов) Волгу, но толку не вышло, а деньги ушли попусту. Рег. 1086. Ик кĕрĕк илме окçа патăм. Орау. Хам укçана илимарăм (или: кăларимарăм). Я и своих денег не выручил. СТИК. Çук, мĕн улмине калан! Илех тăратпăр та, ăçтан пултăр! Где уж тут в целости сохраниться яблокам, когда дня не пропускаем, чтобы не поесть яблоков. О сохр. зд. Вара пичĕ (наволочка) варлансан ăна час-часах илсе (сняв) çума та пулать. Рег. 1508. Вăл сана парсан, ил (возьми). Букв. 1908, 17. Аллусене ил (отними, возьми), мана сывлама йывăр. Бес. о земл. Малтанхи çуркуннехи сухапа тĕплĕрех тăвас пулать, суха кассисене (борозды) кĕçĕнрен илес (провести) пулать. † Илес-илес илесех, аваннинех илесех (невесту), хамăр ялтан илесех. Т. Исаев. Эй турă, тăхăр çулччен тырă-пулă акса туса илтĕмĕр, тăхăр çул хушшинче лайăх та, начар та тырă пулчĕ, эй турă, тата тепĕр тăхăр çулччен тырă-пулă лайăх пулма парччĕ. Т. Исаев. Çапла пĕр кун ятне илер-ха (возьмем, для примера, название одного дня). Цив. Каçпала пĕр çĕрĕк çăпата илсе кĕреççĕ. Букв. Пирĕн ялта пĕр çын пасартан сӳсмен илсе тавăрăннă тет. Шорк. Исе-исе лайăхрах атă илес. Если уж покупать сапоги, то надо купить получше. СТИК. Çĕр-улми илмелле кĕреп те туртап (чĕлĕм). Спускаюсь в подполье, как будто за картофелем, и курю. Рег. 500. Эс исе, эп илтĕм. Ч. С. Вăл вилеччен виçĕ çул малтан пĕр Çатра-касси çынинне тырă çинчен утне тытса хупнă. Ăна ахаль паман, виçĕ тенкĕ укçа илсе юлнă. Сборн. мол. 14. Вăл чура сăнне илсе, этем пек пулса тĕсĕпе çын евĕрлĕ пулса, хăйне хăй кĕçĕнлетнĕ. ССО. Илсе килтер, велеть привести. N. Египет çынннсем çине тинĕсе илсе пырса, тинĕс шывĕ айне турĕ. Шихазаны. Илсе ярас (купить) эппин пĕр сурăх, терĕç. Альш. Унта ахăл-ахăл тăваççĕ (молодежь): вĕсене хирĕç вăрманĕ янраса тăрать, сассисене илсе... Хып. 1906, № 27. Çапла ĕнтĕ ун пек патшалăхсенче халăх суйласа янă çынсем закон еркисене пăхса тăраççĕ, патшалăхри пайтасене, расходсене хисеп илсе тăраççĕ. Рег. 872. Порте илчĕç ĕçлĕксене (поç çинчен). К. С. Илмеллех ил, совсем взять. || Взять замуж. Никитин. Мана Хомок илмере илме (чит.: илмерĕ, илмерĕ) — курĕ-халĕ нушнине, курĕ-халĕ нушнине. Чураль-к. † Ялти маттур сар хĕрсене илме тăртăм, çул çитмест. Т. М. Матв. Илнĕ лаша ăнмасан, çулталăка хуйхă; илнĕ арăм ăнмасан, ĕмĕрлĕхе хуйхă. Ст. Айб. † Вĕтлĕх çулчи кĕл пулмĕ, пирĕн (чит,: пире?) илен хур пулмĕ. Изамб. Т. Эпĕ ун пек (такую) арăм илес çине (чтобы взять) авланмастăп та, теччĕ. Тăвйп. Иван вара урăх начартарах, çук çын хĕрне аран илсе янă. † Пăхса хонă сар хĕрне илсе яма (взять за себя) полмарĕ. || Взять на военную службу. Урмай. Нурăс кулачи шур кулач; илес тесе карăм та, хамăра илсе пăрахрĕç. (Из солд. п.). || Стричь. Сред. Юм. Кам сана тутар пик илсе янă? Чирикеево. Çӳçне нумай илмен, кăшт-кăна кăрăхтарнă. || Оказаться в состоянии стронуть с места, свезти (о лошади). Изамб. Т. Мăклă лавсене лашасем çиле хирĕç ниепле илеймеççĕ (не могут везти). Букв. I, 1904, 71. Хайхисен лашисем харăс илсе, шыв пек кайнă. N. Утсем илеймерĕç. Лошади не взяли. || Заливать, понимать (о воде). Якей. Пилĕк таран шу илч (затопила), çаплах лармаçть (она). Шу мыя иле пуçларĕ. Альш. Етремене Сурăх ваççи юхса кĕнĕ тĕлте, мал енчи çеремре, пĕр çур ял вырăне пек çӳлĕ шыв илмен вырăн пур — тĕме. Богатыр. Шыв унта та тулса çитрĕ (поднялась) тет те, улпута мăй таран илчĕ, тет. || Резать, пилить (об инструменте). Толст. Илмест. Не берёт (пила). || Перетягивать. СТИК. Илеймест-ха=не перетягивает (чашка весов). || Выростать (о новом мясе). О сохр. зд. Чи çиелти тир пирĕн кивелсе, кирĕк пулса тăкăнса каять те, ун вырăнне аялтан çĕнĕ ӳт илсе пырать. Хып. 1906, № 43. Тĕттĕм çĕрте пурăнса куçĕсем е пит пĕчĕккĕленсе вăйсăрланса кайнă, е куçĕсене пĕтĕмпех ӳт илсе ларнă (заросли мясом). || Захватывать (не целиком, о пожаре). Орау. Вăсен пӳртне те вут илчĕ. И их изба загорелась. См. хып. || Умножать (в арифм.). || Начать одолевать в борьбе. Сред. Юм. Илсе-илсе пыраттăмчĕ (в борьбе), тепле ôрана хиртерчĕ те, çавăрчĕ-пăрахрĕ. Такки çĕнчĕ, терĕç вара çапах. || Futuere, terere. Ст. Чек. Эпĕ ăна, ох, илтĕм! || Дрыхнуть во всю. Якей. Эпĕр ăйха илеппĕр анчах. Мы знаем спим (много спим). Загораться. Пĕр шăрпăкпа илеймерĕ. От одной спички не загорелось. || Часто употр. в качестве вспомог. гл., даже если говорится о действиях неодушевл. предметов. См. «Опыт иссл. чув. синт.», II, 45, 52—55. Яргуньк. Хай çĕлен кайран калях çыпçăнса илчĕ (опять обвился вокруг шеи портного). Юрк. Пуçĕнчен çĕлĕкне хыпаланса хывса илсе... Ст. Ганьк. † Ах, аттеçĕм, аннеçĕм! Ырашне çапса илсен, улăмĕ вута! терĕр пуль. Букв. 1904, I. Унтан пурте сăхсăхса илтĕмĕр (перекрестились) те, вăрмана кĕрсе кайрăмăр. Календ. 06 г. Вăл 24 сехетре пĕре çавăрнса илет (о земле). I-ая кн. для чт. 1912, 34. Ăна (клён) çил, вăрттăн пырса, кăшт сĕртĕнсе кайсан, вăл хăйĕн çулçисене вылянтарса, çавăркаласа пăхса илет. Хып. 1906, № 44. Халăх хăй те ăна сиссе илчĕ. Юрк. Ун патне килсеттĕмĕр çав, теççĕ те, тата урăх сăмах килаçса та илеймеççĕ, хай майра часах шалти пӳлĕме кĕрсе каят. I кн. для чт. 1912, 21. Шăпăр хулли хуçса илчĕ те, тытăнчĕ çунтарма (сечь, пороть). Чăв. юм. 1924, 32. Пĕр куç хупса иличчен. В мгновение ока. Чăв. юм. 1924, 17. Ак тамаша! Арча хуппине уççа ярсанах, симĕс-кăвак çĕлен-калта яшăлтатса тухрĕ. Хисепсĕр нумай. Авкаланса, хуçкаланса, хĕре явăнса илчĕç те, çавăнтах çиме пуçларĕç. К. С. Пĕрре... са илтĕм. Futui semel. Сред. Юм. Чӳрече витĕр кăçкăрса илчĕ. Увидал из окна и позвал к себе, и тот вошел. К. С. Тивертсе (или: хĕртсе) илтĕм. Прибил, отдул (кого). Юрк. Арăмĕ, ĕмĕрне çынпа килĕштереймен çын, кӳрши арăмĕне вăрççа илет. Ист. 354°. Хусана епле те пулсан туртса илес-илесех, тесе, çарă пуха Пуçланă. Ллыи. Кăна та юмăçă: пăхса вĕрсе илтĕм. тет. Толст. Пĕрре асапланса илсен, кайран çăмăл пулĕ. О сохр. зд. Куçсем часах ывăнса ыратакан пулаççĕ; вара ирĕксĕрех ĕçе пăрахса, пăртак канса илес пулать. БАБ. Анне ĕлĕк хампа асапланнине (со мною) шухăшласа илетĕн те, куççулĕ шапăрах юхса тухать. Сказки. Иванпа Петрăн (чит.: Петĕрĕн) лашисем те пĕр-пĕрне палласа кĕçенсе илчĕç, тет. N. Шухăшласа илме çук тĕлĕнмелле. Ч. С. Сăмса айне шăлнине ыттисем ан сисейччĕр, тесе: веçа килет! тесе, аллине тăсса кăтартса, сăмсине кăшт шăлса илчĕ, тет. N. Эпĕ вара ерсе илтĕм (поплакал). 93 çул. 68. Марккиз кулса илнĕ. Маркиз усмехнулся. Хăр. Паль. 19. Апатне те çăварĕ патне аран илсе пырать. И. Патт. 12. Эпĕ сире хĕрхенсе илсе çитертĕм (довёз), терĕ те лешĕ, чуптарчĕ хăй çулĕпе.

илен

(ил'эн'), привязаться, приразиться, приручиться, пристать, привыкнуть, повадиться. Янтик. Буин. Ах аппаçăм Ликара, Исака кайсан юрĕ — епле иленсе пурăнĕ-ши? Бюрг. Сирĕн киле вăрăсем иленнĕ иккен, лашăрсене вăрлама. Пазух. † Улма йывăç чечекне те сарă кайăк иленнĕ; Çĕнĕ-кассăн хĕрсене те сар йĕкĕтсем иленнĕ. † Анкарти хыçне тулă акрăм, хур-кăвакал иленчĕ. Пĕр киле пит нумай шăши иленнĕ. Ист. 155. Тата урах улпутсене Иван патне иленесрен тарса тăнă. Вĕлле хурчĕ. 27. Кайăк пит иленсен, ăна пăшал сассипе хăратма та юрать. † Вуникĕ те капан хушшине хура çĕлен иленчĕ. Собран. Вара хĕрт-сурт иленет тет (привязывается к дому, если ему приносят жертвы). Собран. † Епле иленсе, епле пурăнăр-ши? Сред. Юм. Пĕрмай, кашни килмес-сайран какай парсан, кôшак хăех иленет ôлă (олы̆). † Шăнкăрчă иленмерĕ (не стали жить в скворечнице), — мĕн тăвас?

илĕрт

(ил'э̆рт, ил'э̆рт'), манить, заманить, прельстить (чем). Образцы. Илĕртрĕмĕр хĕрсене хĕрлĕ куçлă çĕрĕне. Образцы. Кинçĕм-чунçăм, Анна кин, сăхлантарчĕ тĕсĕне, ăмсантарчĕ пĕвĕне, йăпатайрĕ чĕлхипе, илĕртейрĕ куçĕпе. Ч. П. Каймăттăмăр вăрмана — хăмла çырли илĕртет; тухмăттăмăр выляма — хамăр савни илĕртет. Хурамал. Тухмăттăмчĕ çак вайя — чун илĕртен тантăш пур. Сред. Юм. Пĕрчик ачасĕне: япала парап, тесе, илĕртсе кирак-мĕн тутараççĕ. Чăв. юм. 1924, 24. Сана вăрманта арçури аташтарнă пуль. Сана пăрахасси лекнĕ. (К этому, в сноске, сказано: «Пăрахасси тени çăкăрпа арçурине чирлĕ çын патĕнчен илĕртсе кăларса яни. Çăкăр турамне вара арçури çыпçнă çĕре кайса пăрахаççĕ). † Тухмăттăм тухасса çак вăййа — чун илĕртен сарă ача пур. С. Тим. † Хĕреслĕ тенкĕ, кив тенкĕ, çакăр тухья çанкине (= çамкине) — ваттисене вăрçтарма, çамрăксене илĕртме. Орау. Пăртак илĕрт-ха ачана, кăваса çăрса пĕтерем. Помани или займи ребенка, я кончу месить. Орау. Ачана илĕртнĕ пек илĕртет, те: пĕлмест, тит... К. С. Çын илĕртнĕ хыççăн çӳрет. Поддается на приманку, на улещания. Лашман. † Чунçăм айван, пуççăм çамрăк — çын илĕртнĕ хыççăн пит каят. || Сбивать с толку, «смущать», подущать, науськивать. Юрк. Арăмĕ, ăнман япала, илĕрте пуçлать. Сред. Юм. Илĕртсе, çынна хĕнеттерет. || Прельщать, обманывать, обольщать. Уговаривать. Микушк. Ай-хай, ача. Ваня, Хветорана илĕртет! (Ваня Федору обманывает). Кожар. Вăсем илĕртсе ыйтасшăн пулнă, сăра ĕçме çилом илсе пычĕç. Алекс. Невск. Куланая майĕпе илĕртсе-туса илмен, ялан çапса хĕнесе илнĕ (сборщики). || Ябедничать. Рекеев, ТайбаТ. Илĕртсе кăтартаççĕ. Клевещут, ябедничают. Букв. I, 1904 г. Çĕнĕ кин пят хаяр, усал кăмăллă çын пулнă. Вăл асаттене анне çинчен йĕре-йĕре илĕртетчĕ, тет. М. Яльчики Т. Илĕртсе панă. Наябедничал. Л. Кошки, М. Ăнтавăш. Илĕртсе кăтартнă (то же значенне). || СТИК. Пырат çав ахалтен (ахальтен), çăккăр илĕртсе антарма! («говорят про воблу и прочие закуски к хлебу», благодаря которым и хлеб кажется вкуснее).

илтĕн

(ил'дэ̆н’, ил’дэ̆н’, єлдэ̆н), слышаться. Орау. Темиçе хутлă çуртсенче cас аялти хутран çӳлти хута хытăрах илтĕнет, çӳлтен аяла аплах мар. Бес. чув. 17. Акă ĕнтĕ кăшт-кăна тăмалла, унтан вара савăнтаракан, хĕпĕртеттерекен чан сасси илтĕнсе те канĕ. Орау. Ăна вăрăпа тытнă, тенĕ пек илтĕнчĕ-ха. Было слышно, что его поймали на воровстве. Орау. Чан сассипе (из-за звона) ним то илтĕнмест. БАБ. Тупă çапнă пек илтĕлни (во время гаданья на масар'е) салтака кайнă, тет те, вилнĕ, тет, унта. (Из статьи: «Çĕнĕ çул каç»).

ирĕлчĕк

скоро тающий, плавкий, вялый, дряблый. КС. Ирĕлчĕк çырла. Орау. Ирĕлчĕк ӳтлĕ, с дряблым телом. КС. Ирĕлчĕк — калаçнă çĕтрех (=çĕртех) ирĕлсе каять. Вялый (вяленый) — сам говорит, а сам располвается, как квашня. СТИК. Ирĕлчĕк-чарăлчăк, Ехмет куçĕ чарăлнă. (Загадка об окне: чӳрече). Актай. Ирĕлчĕк-марăлчăк, Емеке куçĕ (в конце пропущено: «чарăлчăк»?). (Загадка об оттаивающем окне: чӳрече ирĕлни). Илебар. Ирĕлчĕк-ярăлчăк, Алекçей пĕççи чарăлчăк). || Слезливый (о глазах). М. П. Петров, Городище Б. Кан. 1928, № 235. Çĕнĕ пурçăн тенипе çĕтĕк-çатăк ирĕлчĕкне тĕрлĕ кислотта-эмелсемпе пиçĕхтерсе тăваççĕ.

ирт

(ирт', ирт, єрт), проходить; опережать, обгонять; превосходить. Завражн. Пĕр-пĕрин çомĕнчен тĕкĕшимасăрах чопса иртсе кайнă. (Ковлы) пробежали один мимо другого, а лбами не соткнулись. Янтик. Икĕ çын каçма çинче тĕл пулнă та, ниепле иртсе каяймаççĕ (не могут разойтись). Образцы. † Çак катари çурта эп тус турăм, иртнĕ-çӳренĕ чухне кĕмешкĕн. Орау. Эпĕ хам питĕ авăк çиллĕ те, час иртет ман (вспыльчив, да отходчив) Т. М. Матв. Иртнĕ кунăн çутти çук. (Старая Хлеб-соль забывается). БАБ. Çĕнĕ çул иртни миçе эрне-ши ĕнтĕ? теççĕ; М. Сунчел. Çапла тусан та, мур иртсе каймарĕ. Орау. Иртсен, эрне иртĕ. Самое большее пройдĕт одна неделя. N. Нумай калаçакан çыннăн чăлхи-çăварĕ хăйне кирлинчен иртсе калаçать. Кратк. расск. 24. Выçлăх иртесси тата пилĕк çул-халĕ. N. Ялсем çумĕнчен ирте-ирте пынă чухне, при проезде мимо деревень. N. Ахаль те иртсе каятьчĕ полĕ-и. N. Çирĕм çултан иртнисем, те, кто старше двадцати лет. Рукоп. Календ. 1908. Ĕлкĕрсе иртмен улма (в Якейкиной скажут: полса иртмен паломми), яблоки в самую пору. † Çуна лайăх, тиейса, çынтан иртсе чупас мар, çуна тупанне пĕтерес мар. Чув. песни, З. Питрен шерпет типминччĕ, пиртен вăя иртминччĕ. Питрен шерпет типет-çке, пиртен вăйă иртет-çке (= мы уже выходим из того возраста, когда людям прилично участвовать в играх). Альш. Утил иртсен = когда отошли от Удела; когда перестали быть удельными крестьянами. Альш. † Питрен шерпет типминччĕ, пиртен вăя иртминччĕ. Б. Сунчел. Вунă çухрăм каясси кунта иртнĕ пирĕн. Мы здесь провели столько времени, во сколько могли бы проехать десять верст. Богдаш. Урамăрпа иртсе сар хĕр пырать, çитсе, сăмах хушса пулмарĕ. Ст. Шайм. Иртеех те пырать çамрăк ĕмĕр, ылттăн-кĕмĕл парса чарăнмасть. Хып. 1906, 16. Çапла вĕсем, Шупашкартан тухсан, пĕр çич-сакăр çухрăм иртсе килнĕ (проехали по направлению сюда). М. В. Шевле. Иртсе кайсан, ним тума та çук. Что с возу упало, то пропало. Прошлого не воротишь. СТИК. Çулталăка пĕр вăя иртеймессĕн сунатрам? Вам кажется, что (нашим) играм, которые бывают только раз в год, не будет конца? Сред. Юм. Кăш те-пôлса ыттисенчен питрех вырса кайсан: иртсе вырать, теççĕ. Н. Шинк. Т. Сантан иртекенни нимĕн те çук, (Молитва к «Турă»). N. Турă çырнинчен иртсе пулмарĕ. Не пришлось уйти от судьбы. Ой-к. Лаша хӳхĕм, тесе, çынтан иртсе чопас мар. Юрк. Вĕсем турă хушнинчен пĕрте иртмен (всегда исполняли). Собран. Турăран иртсе ним те тума çук, теççĕ. (Послов.). Пшкрт. єртсä к̚ аjны̆ с’ын, избалованный, испорченный человек. Хып. 1906, З1-ЗЗ. Мĕшĕн капла пĕчĕклех çын патне паратăн (отдаешь в услужение)? тетĕп. — Ах, ырă çыннăм, эсĕ апла калатăн, пирĕншĕн пыр иртни те тем пырать-çке. Трехбалт. Пирĕн çамрăк ĕмĕр иртсе килет (идет к концу), ылттăн-кĕмĕл парса чарнас çук. N. Халĕ ĕнтĕ çук, иртсе карĕ. Теперь уже этого не воротишь. Качал. Лайăх лаша, тийиса, çынтан иртсе чупас мар, çын кăмăлне хуçас мар. Юрк. Ăçта çитнĕ, унта, турă ятне мухтаса, вăл çырнă ĕçсенчен çынсене иртме хушман (не велели). Якей. Пĕр-пĕр çын ĕçсе ним пĕлми полсан, он çинчен: кон иртсе кайнă, теççĕ (т.-е. перешло через меру; хватил лишнего). N. Ун сăмахĕнчен ан иртĕр. Шурăм-п. Пирĕн Шупашкар уясре (чит.: уясĕнче) виçĕ ятпа пĕр анаран кĕлт-çеç иртет (чуточку больше десятины). Серг. Рад. Пайтахчен çак монастырте (чит.: мăнастирте) вуник çынран ытла иртмен (было не более двенадцати человек). Собран. Турăран иртсе ним те тума çук, теççĕ. Орау. Çын хăйĕнчен иртеймеçт иккен! Оказывается, человек не может превзойти самого себя. Ч. С. При калать, тет: манăн лаша иртет, тепри: ман лаша санĕнчен иртет, тесе калать, тет. Янгильд. Козм. Манăн йолташ Петĕр иртес — иртиман, анчах орийĕ çона топан айне полнă та, таптаса кайнă орине утне (?) сăтăрса йолнă. Шарбаш. Тăват тенкĕрен (те) иртрĕ. Обошлось дороже четырех рублей. || Обходиться (улаживаться). Якей. Пăрлă шура шăва кĕни ахалех те иртмерĕ. Купанье в ледяной воде (в воде со льдом) даром не прошло. Бес. чув. 10. Тен виç тенкĕпе те иртсе кайĕ. Бес. на м. г. Тата çынсем хушшинче нумайĕшĕ мĕне те пулин, турă ирĕкĕнчен иртсе, хапсăнакан та, пур. || «Избаловаться». Шорк. Иртсе кайнă. Избаловался. Пшкрт. Ку çын ытларак (ытларак) иртсе (єртсä) кайнă (слишком «избаловался», т.-е. опустился нравственно). Якей. Эс уш (здесь «ш» не озвончается) итла иртсе карăн, тепри сантан теминçе хут япăх (хуже) порнать полсан та, ним те шарламаçть. И. Патт. 25. Унăн айĕпе (под нею) уй-хирсем, çарансем, шыв-шурсем, тавайккисем ирте-ирте юлнă (мелькали одно за другим).

иртер

(ирд’эр, єрдäр), то же, что ирттер. N. Пурте утланнă, пĕринчен-пĕри иртерсе чуптараççĕ. Орау. Иртер! (ирд'эр), проезжай вперед! поеpжай вперед! (т.-е. мы поедем поpади тебя). Срв. оттар. Якей. Мăн-кон лаях иртерĕр! — Ху та лайăх иртер. (Приветствие). Хып. 1906, 14. Мĕн чухлĕ çын вилсе пĕтнине шутласа та иртерес çук. Хĕвел, 1. Килне пырсан та, шăпăр кунче (= кутĕнче) тăратсах иртерет. (заставляет всё время стоять у веника, которым метут избу, т.-е. у дверей). Хып. 1906, 12. Автансем те тахçанах авăтса иртерчĕç, çурăм-пуç çутти те çутăлса килет, манăн ыйăх çапах та килмест. С. И. Иванов. Кивви çине çĕнĕ хума пар, киввинчен çĕннине иртерме пар. (Из моленья). Орау. Вылятсах иртерсе ярать. Отделывается шуткою. Пăртак шухăшласа тăркаларăмăр та, тен курмĕ-ха, пĕринчен-пĕри иртерсе, вăрманалла чупса кайрăмăр. N. Çук, атте, эпир çапла калаçсах иртерсе яратпăр, хамăрăн пикенес пулать. С. Яха-касы. Пире ĕçкĕрен ĕçке лайăх çӳресе иртерме пар, çырлах, перекетне пар. (Из моленья). || Обходяться (без чего-либо). Цив. Çылăх (грех) тума вĕреннĕ çын çылăха тумасăр иртереймеçт.

ичел

(иζ'эк'), от араб. äџä 1. Свящ. Ист. 196. Çав çĕнĕ кĕнĕ (недавно поступившему) çук йĕкĕте тутăр парса янă; ярсан, вăл, хуçи хушнине нимĕн пĕлмесĕр, ичеле (вилĕме) кайнă.

кивĕ уйăх

кив ойăх, ки ойăх, старый месяц. Чув. прим. о пог. 158. Кивĕ уйăх — старый месяц. Б. Олг. Çĕн ойăхăн тиркетпĕр пĕр пӳртлĕх юç касма, карта тума, çăнăх артма. Кирек мĕне те тиркетпĕр. Ки ойăхăн тата çӳç кассан, час çитĕнет. Çĕн ойăха тиркетпĕр, ки ойăхăн йорат. Тимĕрçе портă хорç хумашкăн каймастпăр — час катăлат. Çăнăх артма каймастпăр — перекет çок. Çĕн ойăхăн пор япалая тиркетпĕр. Тохăç çок, çăтлăх, теччĕ. Пӳрт лартсан, пĕрене час çĕрет; ки ойăхăн касас, теччĕ. Тырă акма тиркемесчĕ (= тиркемеççĕ). Н. И. И. Кивĕ уйăх — уйăх катăлсассăн; çĕнĕ уйăх — çĕнĕ тусан. IЬ. Кивĕ уйăх — после в дней; çĕнĕ уйăх — первые 8 дней (здесь противоречие).

уйăх

ойăх (уjы̆х, оjы̆х), луна, месяц. Трехбалт. Уйăх йĕтем пысăккăшĕ, теччĕç ваттисем. Альш. Уйăх çинче шыв кĕвентиллĕ хĕр тăрать, теççĕ. Н. Седяк. Уйăх çинче кĕвентепе витре ятнă хĕр тăрать. Çав хĕрĕн икĕ вăрă пиччешĕ пулнă, тет. Ăна çур-çĕр тĕлĕнче, вăрăран таврăнсан, шыва янă, тет. Çавăнта хайхи хĕр, макăрса, каланă: мана уйăх хăй патне илинччĕ, тенĕ. Вара ăна уйăх илнĕ. В. Олг. Полнă ĕлĕххи арăмăн хĕрĕ. Амăшĕ осалпала пĕр шот тытнă, осала качча парас тенĕ. Çиччас хĕре çор çĕрте каранхи амăш хусарат шу патне. Каят хĕр шу патне макăрса. Шу патне çитсен, осал исе каймалла хĕре. — Ойăх та пор, тет, хӳел те пор, тет — осала качча кайиччен, илĕр мана, тет. Каран торă хăпартат она ойăх патне витри-мĕнĕпе. М. Вас. № 3, 19. Уйăх çине сăнаса пăхсамăр-ха, ваттисем: Марье тăрать куйланса, ик айккинче витрисем. Ст. Чек. Ĕлĕк уйăх аслăк тăрринче кăна пулнă, аслăк çинче каçхине хĕрсем тĕрĕ тунă. Пĕр хĕрарăм, таса марĕ кайнă чухне, çынсем çук чухне, вăтаннипе уйăх çине таса маррине сĕрнĕ. Уйăх çичĕ кун, çичĕ каç шавласа хăпарнă. Обр. чув. пес. Пазухина. Уйăх пĕччен, тееççĕ: пĕччен мар-çке, çăлтăр пур; сар хĕр пĕччен, тееççĕ: пĕччен мар-çке, каччи пур. Сятра. Çунатсăрах вĕçет, тымарсăрах çитĕнет. (Уйăх). Лебеж. 456. Пичче ăйăри кĕçенĕ, пĕтĕм çĕре пăхĕ. (Уйăх). Альш. † Кĕркуннехи çĕрсем тĕттĕм çĕр: уйăхĕсем пулмин те, çăлтăрĕ пур. Собр. † Уйăх витĕр уй курăнат. Букв. I ч. 1904. Хăнисем хапхаран тухса, çаврăнса кайнă çуна йĕрĕсем шур юр çинче уйăх виттĕр курăнса выртаççĕ. Собр. Уйăх пур та, çутти çук. (Тăмана шăтăкĕ — слуховое окно). Ст. Чек. Эп ăна уйăх çутинче (при свете м.) аран палларăм. N. Ойăх çути, окошкаран кĕрсе, çутатса тăрать (светит в окно). N. † Тĕсĕр-пуçăр (ваш. облик) тулнă уйăх пек. Б. Хирлепы. † Уйăх çути пек варличĕ; уйăх çутипе уйрлас-шн, хĕвел çутипе уйрлас-ши? (Солд. п.). Шурăм. 9. Вăрман енчен çĕнĕ уйăх курăнать. Трхблт. Уйăх çути пур. Светит месяц. N. Ойăх çути пор (то же). Т. М. Матв. Пуриншĕн те уйăхпа хĕвел пулаймăн. (Поговорка). Шарб. Уйăхĕ пур, çутти çук. (Шăрпăк пуçĕ). Дик. леб. 47. Елиса уйăх çутипе йывăç пахчине пырса кĕрет. Собр. † Ир пулсан, хĕвел тухать; каç пулсан, уйăх хăпарать. Чертаг. Уйăх пак шăтăк хăварнă (слуховое окно). Альш. Çĕмĕртрен хура çӳçĕме ылттăн та пĕр турапа турарăм; çак тăванăмсем асăма килсессĕн, тунă пĕр çĕнĕ уйăха пăхатăп. Ч. П. Уйăх витĕр уй курнать. N. † Çуначĕсем (хурчăканăн) уйăх хушшинче. Толст. Вăл каç уйăх çутиччĕ (месячно было). Альш. Пĕтĕм уйăх — полнолуние; çурла уйăх — сери луны; çур уйăх — 1/4 луны. . Уйăх çĕр айне каять, теççĕ. Сред. Юм. Уйăх çôрла пик-çиç тунă (говорят, когда месяц показывается после новолуния). Якейк. Тола тохрăм та, уйăх çути çап-çутă. IЬ. Кĕçĕр уйăх çути пор. IЬ. Уйăх толса пырать. . Уйăх çути çĕрĕпе тăчĕ. Месяц светил всю ночь. Сред. Юм. Тулать, — тулнă ĕнтĕ, — паян уйăх пĕтет. Сред. Юм. Уйăх çôрри тунă. После новолуния месяц стал виднеться до половины. Сред. Юм. Уйăх пăхнă çĕр. В лунную ночь. Янтик. Кĕçĕр çĕр уйăх çутиллĕ. . Кĕçĕр уйăх çути пур. . Уйăх çутипе эп çынна куртăм. Янтик. Уйăх хăлхаланнă (месяц в кругу). Уйăх тин тунă, пӳрне пек-çиç. Уйăх çурла пек юлнă. Уйăх çурри пула пуçланă. Уйăх тула пуçланă. Альш. Уйăх çуралнă. Хĕрлĕ тулли. Шурă тулли (см. ниже). Уйăх пĕтни. Сред. Юм. Уйăх çôрла пик-çиç йолнă (говорят, когда месяц после полнолуния остается видным частью). Якейк. Ачи, ачи, пăх-ха, çĕн уйăх тунă! IЬ. Çĕн уйăх ыран тăвать. Ф. Т. Уйăх пĕтнĕ чух (идет к концу) киçен (= кивçен) пама юрамасть. Ст. Чек. Уйăхран инçе мар çăлтăр пусан, çын вилет. Собр. 194°. Çĕрле уйăх пĕлĕт айĕнче тăрсан, хура шăнасем куç çине ларсан, ыран калах çăмăр пулат, теççĕ. Ст. Шайм. Уйăха хирĕç шăрсан, шĕвĕн тухать, тет. Нюш-к. Уйăха хирĕç ан шăр. Альш. Уйăха хирĕç тула ан тух. N. Уйăх çуралсан, тăватăмăш кунĕнче уяр (йĕне) пулсан, уйăхĕпех уяр (йĕпе) пулать. Тогач. Çеçен хирте туман урапа кусать. (Уйăх). Орл. II, 206°. Уйăх пур та, çутти çук. (Пичуркка). Сред. Юм. Пĕчик ачасĕм, пурте карталанса тăрса, пĕр-пĕринчен: уйăх-и? хĕвел-и? тесе, ыйтса выляççĕ. Мысл. Уйăх çутти курас мар! (Божба). || N. Çанталăк уяр пулсан, пĕр-икĕ-виçĕ эрнерех пĕтереççĕ: уяр пулмасан, уйăхпех пырать. Рак. † Хĕл уйăхĕ улт уйăх, çу уйăхĕ çич уйăх (= 13 уйăх). Альш. † Çăв уйăхĕ çичĕ уйăх, хĕл уйăхĕ улт уйăх. (Из «чĕр йĕрри»). Обр. 89. Хĕл уйăхĕ улт уйăх, ултă уйăх хушшинче утмăл тĕсле кун килĕ. Утмăл тĕслĕ кун çинче пĕр киресĕр кун килĕ. Нимĕн чух асна килмесен те, çанăн чух асна килĕ-и? Çăв уйăхĕ çич уйăх, çичĕ уйăхăн ăшĕнче, çитмĕл тĕслĕ кун килĕ. Çитмĕл тĕслĕ кун çинче çил-тăвăллă кун килĕ. Нюш-к. Хĕл уйăх 6 уйăх, çăв уйăх 7 уйăх, теççĕ пирĕн ялти карчăксем. N. Ойăх порнмалăхах çияс. Надо наесться на целый месяц. Орау. Эпĕр килтен тухни уйăх та пур-и тен. С выезда нашего из дома, пожалуй, будет с месяц. N. Акă ĕнтĕ уйăх çитет эпĕ сиртен кĕнеке ыйтни. Орау. Вăл ик уйăх анчах тултарчĕ-ха (ребенок). Альш. † Эсир асăнатăр-и, тăвансем, уйăхра? — эпир асăнатпăр кулленех. Именево. Пĕр-ик ойăх çитсен, хваттер хоçи темшĕн çиленчĕ те, молчана кайса хопрĕ. Н. И. П. Вăхăта уйăхпа хĕсеплеççĕ (= хисеплеççĕ). Время считают по месяцам. Н. И. П. Ăна уйăха хупса лартнă. Его посадили на месяц в тюрьму (здесь «пĕр уйăха» значило бы на один месяц). Зап. А. Фукс, 165. «Новый год начинают они с наступлением зимы, и разделяют на 13 месяцев: 1) йопа-ойăх, м. поминовения, ноябрь; 2) чӳк-ойăх, м. жертвы, декабрь; 3) мăн-кăрлач ойăх, большой крутой м. (сильно морозная часть декабря и генваря); 4) кĕçĕн-кăрлач ойăх, менее крутой м., часть генваря и февраля; 5) норăс ойăх, м. оттепели, февраль и часть марта; 6) пошă ойăх, порожнии м. (от тяжелой работы), март; 7) ака ойăх, м. пашни (для ярового хлеба), апрель, часть мая; 8) çу (scr. сюль) ойăх, м. лета, июнь; 9) хĕр (scr. хыр) ойăх, м. свадеб, июнь и часть июля; 10) утă ойăх, м. сенокоса, июль; 11) çорла ойăх, м. серпа, июль и часть авг.; 12) йĕтĕн (scr. бидан!) ойăх, месяц льна, сентябрь; 13) авăн ойăх, м. молотьбы, октябрь». См. Золотн. 191. В Курм. у. записаны моим братом, А. И. Ашмариным, со слов кр. д. Янгильдиной, Курм. у., Василия Семеновича Мастеркина (ныне покойного) след. назв.: мăн кăрлач, янв.; кĕçĕн-кăрлач, февр.; норăс уйăх, март; пошă уйăх, апр.; ака уйăх, май; хĕр уйăх, июнь; утă уйăх, июль; çорла уйăх, авг.; авăн уйăх, сент.; йопа уйăх (чит. йопуйăх), окт.; чӳк уйăх, ноябрь; раштав уйăх, дек. При этом приписано: «Месяцы начинаются не с 1-го числа, а как народится новый месяц». (Сообщено в письме из Курмыша от 21 янв. 1908 г.). В письме И. С. Степанова Кузьме Серг. Сергееву от13 авг. 1908 г. значится следующее: «Николай Иванович Ашмарин будто бы просил написать, как говорил Иван Яковлевич, названия месяцев по-чувашски. Если нужно, я к его услугам; вот они: 1) юпа уйăх, 2) чӳк уйăх, 3) раштав уйăх, 4) кăрлаç, 5) кĕçĕн кăрлаç, 6) нарс уйăх, 7) пуш уйăх, 8) ака уйăх,9) çу уйăх, 10) утă уйăх, 11) çĕртме уйăх, 12) çурла уйăх, 13) йĕтем уйăхĕ. Начал я считать с октября, кончнл сентябрем. Такой счет у нас, в Черепанове, Буинского у.» Позднее он написал мне следующее: «Многоуважаемый Николай Иванович! Я посылал в Кошки за некоторыми сведениями относительно названий месяцев, так как там есть старик, лет 80-ти, отец которого помер лишь в 3-ем году, имея от роду 109 лет. Он, разумеется, помнит многое, что и как было в старину. Я ждал от них письма и потому так долго не мог ответить. Нижеследующие пояснения относительно названий месяцев мне дали они. 1. Кăрлаç. Зимний месяц, начало года. Судя по вашему счету, захватывает часть декабря и начало января. 2 Кĕçен кăрлаç. Зимний холодный месяц. Про этот месяц говорят: сивĕ ашшĕ, сивĕ амăш(ĕ) ачи-пăчилех пирĕн пата килчĕ. 3. Нарс уйăх(ĕ). После половины этого месяца конец резким зимним холодам. Нарс уйăх тăхăрĕ иртсен (т. е. после 1-ой четверти), кушаксем куса пуçлаççĕ. Нарс — зимний месяц. 4. Пуш(ă) уйăх(ĕ). Этот месяц настает перед распутьем. Свое название получил от обычая «пушă пăрахас». В старину у чуваш сватовство происходило в этом месяце (во многих местах и теперь), и, когда невесту совсем сосватают, евчĕ у родителей невесты оставлял пушă (кнут) или же просто прутик, а свадьба откладывалась, часто и теперь, до Çимĕк. Выходит, это месяц сватовства невесты. 5. Ака уйăх(ĕ). Месяц яровой пашни. Ака çийĕ, так называли исключительно время яровой пашни (теперь в наших местностях такое же значение), и преимущественно пахали старинным плугом. Отсюда и название ака уйăх. Ака уйăх çурхи шыв иртсе пĕтес чух тăвать. 6. Çу уйăх(ĕ). Промежуток времени между ака уйăх и çĕртме уйăх(ĕ). Месяц безработный; отдых и веселье для всех, но главным образом для молодежи. Çу уйăх — çамрăк-кĕрĕм уйăхĕ: они водят хороводы, на семик играют свадьбы и т. п. Существуют выражения: «çу уйăх кантарать, ĕç çийĕ валли вăй парать», «çу уйăхĕнче савăнман, ĕç çинче те ĕçлеймен». 7. Çĕртме уйăх(ĕ). Название этого месяца произошло от глагола çĕрт (дай гнить). Это не указывает на навозное удобрение, ибо в глубокую древность земля не нуждалась в удобрении. Чувашские деревни по Поволжью почти без исключения были окружены лесами; приходилось вырубать леса и обращать в пахотные поля. Привозили домой только лучшие части дерева, а сучья и коренья часто жгли, зарывали, запахивали — предавали гниению (çĕртме). Соответствовал теперепшей паровой пашне. 8. Утă уйăх(ĕ). Курăксем çитĕне пуçласан тăвать, çулса, пуçтарса пĕтернĕ çĕре пĕтет. 9. Çурла уйăх(ĕ). Время созревания и уборки хлебов. 10. Йĕтем уйăх(ĕ). Время молотьбы. Этот же месяц называют и авăн уйăх(ĕ). 11. Юп(а) уйăх(ĕ). Этот месяц настает после уборки хлебов с полей и молотьбы. Снега еще нет. С этого месяца начинаются уже осенние праздники. Чуваши, будучи язычниками, или до усвоения христианства, в этом месяце ставили на покойников своих юпа (столбы) и поминали покойников. Юпа ставили один раз в год, именно теперь. Этот обряд, я думаю, Вам хорошо известен, а потому описывать его я считаю лишним. 12. Чӳк уйăх(ĕ). В этом месяце колесная дорога сменяется санною. Последний осенний месяц. 13. Раштав уйăх(ĕ). Зимний холодный месяц. Зима уже давно установилась. Если в комнате холодно, то говорят: кунта сирĕн раштав, т. е. очень холодно. Добавление к 1-му месяцу. Что кăрлаç есть начало года, свидетельствуют следующие обычаи. Кăрлаç уйăхĕ курăнсан, çав каç, шăлпа çыртса, капан туртнă. Тулли пуçах тухсан, çул пурпа иртмелле пулать, тенĕ; пушă пуçах тухсан, çукпа ирттермелле пулать, тенĕ. Юр çине выртса, мĕлкĕ тунă. Çĕр каçиччен унта мĕн ӳкнине ирхине кайса пăхнă. Пуçах-мĕн ӳксен — пуянлăх, телей, ырлăх; кирлĕ кирлĕ-мар ӳксен, е йытă сысса, шăрса кайсан, телейсĕр пулмалла пулать, тенĕ. Пӳрт итлеме çӳренĕ. Лайăх сăмах илтсен, çĕнĕ çул канăçлă, телейлĕ иртет; вăрçă-харкашу е кирлĕ кирлĕ-мар калани илтĕнсен, телейсĕр çул пулать, тенĕ. Йĕтем итленĕ. Авăн çапни илтĕнсен тырă лайăх пулать, нимĕн те илтĕнмесен, тырă начар юлать, тенĕ. Очень много и других гаданий счастья на новый год. Раньше это делалось по появлении молодого месяца кăрлаç, а теперь проделывают накануне 1-го января. Чтобы точно указать, когда какой месяц начинается и с какими числами совпадают начала месяцев по письменному счету, я не мог добиться, и едва-ли это можно установить на основании расспросов. Мне кажется, надо поручить кому-либо записывать у знатока в продолжение года, тогда можно приблизительно верно указать начало каждого месяца... Всегда готовый к услугам Иван Степанов. 28 июля 1909 года. Г. Симбирск». — Что некоторые годы у чуваш имеют по 13 мес. (местами этот счет забывается или совсем забыт), доказывают факты, сообщаемые в проведенном ниже письме Петра Ив. Орлова. Из них явствует, что у чуваш есть тринадцатый вставочный месяц, именно — кĕçĕн кăрлачă (или кĕçĕн кăрлач), вставляемый, через два года в третий, после месяца кăрлачă (кăрлач). В 1911 г., как видно из письма, было тринадцать месяцев. Назв. мăн кăрлач, повидимому, обозначает то же, что и кăрлач. «Николай Иванович! Эпĕ уйăхсем çинчен пайтах çынтан ыйткаларăм та, çапах та тĕлнех тупимарăм. Халĕ мĕн илтнине çырса ярам, кайран, кĕр кунне, тата мĕн те пулсан пĕлсе пырăп тен. Стариксем тĕрли тĕрлĕ калаççĕ. Хăшĕ: кашни çулах çутă уйăх вăл вунвиççĕ курăнать те, анчах вунвиççĕмĕшин ятне пайăрĕпех каламаççĕ. Çулталăкра вунвиççĕ уйăх пуласса пулать те, ятне ĕлĕкренпех уççах каламаçчĕç, тиççĕ. Хăшĕ хĕр уйăх пулаччĕ, тиççĕ; хăшĕ кĕçĕн кăрлач пулать, тиççĕ. Пĕр ватă суккăр анчах: виçĕ çулта пĕре вунвиçĕ уйăх пулать, тит. Вăл кăçалхи çулта, çак иртсе пыракан çулта, вунвиçĕ уйăх пулать, тит. — Вăл çутă уйăх вунвиççĕ курăнасси виçĕ çулта анчах пĕрре пулать. Акă кăçал вунвиççĕ курăнать. Асту халĕ, кăçал ака çине тухас уммĕн (çур-кунне) ватăсем тавлашрĕç. Пĕри калать: ку ака уйăхĕ пĕтрĕ, çу уйăхĕнче тин акана тухатпăр, тит; тепри калать: ăçтан ака уйăхĕ пĕттĕр, халĕ акана та тухман та, ку пĕтнĕ уйăх пушă уйăх, ака уйăхĕ тин тăвать-ха, тит. Кашни çулах, çак вунвиç уйăх пулакан çулсенче стариксем уйăх шучĕсенчен аташса каяççĕ. — Этсемĕр, чимĕр-ха, ку уйăх мĕн уйăх пулать-ха, ака уйăхĕ-и, ай пушă уйăхĕ-и? тиççĕ. Хăйсем вуниккех шутлаççĕ те, вăн уйăх тĕлĕсем килмеççĕ вара. Вуниккĕ анчах шутласан, чăнахах та ака уйăхĕ пĕтрĕ кăçал вăл, акана тухичченех, тулĕк кăçал вуник уйăх анчах пулмасть, вунвиççĕ пулать. Кăрлачă хыççăн кĕçĕн кăрлачă пулчĕ кăçал, унтан нурăс уйăх, унтан пуш уйăх, унтан тин ака уйăх пулче. Ĕлĕк ваттисем çапла шутлаччĕç. Кĕçĕн кăрлача кăларса пăрахрĕç те хăйсем кăçал, вăн хай ака уйăхĕ малтан килсе тăрать. Кăрлачă уйăхĕ кăçал вăл çĕне çула катăлчĕ, кăçал çавăнпа тепĕр уйăх хутшăнать, терĕ суккăр старик. Вăл уйăх йĕркисене ак çаплашутлать: 1) кăрлачă, 2) кĕçĕн кăрлач, 3) нурăс уйăх(х), 4) пуш уйăх(х), 5) ака уйăх(х), 6) çу уйăх(х), 7) çĕртме уйăх(х), 8) ут уйăх(х), 9) çурла уйăх(х), 10) авăн уйăх 11) юп-уйăх, 12) чӳк уйăх(х), 13) раштав. Тата тепĕр старикĕ кĕçĕн кăрлача: хăй ăссĕн уйăх пулна, тесе шутламасть. Кĕçĕн кăрлачă тесе, нурăс уйăхне каланă, тит; нурăс уйăхĕнче кăрлачă уйăхĕнчи пек сивĕ пулнă та, çавăнпа ăна кĕçĕн кăрлачă тенĕ, тит. Тата тепĕр вирял (Тĕмпексем) старикки раштав уйăхне шутламасть, ăна пĕтĕмпех кăларса пăрахать. Ĕлĕк чăвашсен раштав уйăхĕ пулман, тит; раштав уйăхне ĕлĕк кăрлачă тенĕ, хальхи кăрлача кĕçĕн кăрлачă тенĕ, тит. Унтан вара çула çĕртме уйăхĕ хыççăн хĕр уйăхĕ пулнă, тит. Хăй кашни çулах вунвиçĕ уйăх пулнă, тит; тăрсан-тăрсан, ыйтса антăратсан: темскерле, çанла шутлаччĕç пек те, темле — маннă; тăну-пуçу çук-халĕ, ĕлĕкхи пек мар... терĕ. Çапла... Çакăн чул-ха пĕлни-туни. Ӳлĕмрен лайăхрах пĕлейпĕри? Сыв пулăр. Сире салам. С. Орауши. П. Орлов. 26 июля 1911 г. Показания, заключающиеся в этом письме, находят себе подтверждение в словах Г. Паасонена, который говорит: «Кĕçĕн кăрлачă — в некоторые годы, которые содержат в себе 13 месяцев, — второй месяц» (Vосаbularium 1. Tschuv. 69), а также у Иревли. Иревли. Чăнах та, шырасан, чăваш тĕнчинче тĕлĕнмелле япаласем нумай тупмалла. Ман алăра ун пек япаласем чилай. Çав япаласенчен пĕрне, пуриичен чаплине, çыратăн: чăвашсен çулталăк хĕсепĕ хăйсен пулнă. Ăна эпĕ Салтак-ел Питтăпай арăмĕнчен пĕлтĕм; вăл çырăва (грамоте) вĕлмест. — Чăвашсен икĕ çулĕ вуникшер уйăх, виççемĕшĕ вунвиç уйăхлă пулнă. — Ик çул сиктерсе, виççĕмĕшĕнче кĕçĕн-кăрлачă пулать, терĕ Курпун Иванĕ, Пӳлер-Кӳл çынни. Уйăх эрне-куна тиркет (эрне-кун уйăх тумасть); тет ман асатте. Н. И. Полоруссов. Ман асатте Раштав уйăхне асăнмасчĕ. Мой дедушка (со стороны отца) не упоминал месяца раштав. IЬ. Кĕçĕн кăрлач: эпĕ аслă пиччерен (т.-е. кăрлачран) ирттерĕттĕм те, хĕрлĕ вăкăр (т.-е. хĕвел-солнце) хӳрине тăратать те, кулап-ярап! тесе калать, тет. Тюрл. Аслă пиччешĕнчен кĕçĕн пиччĕшĕ ирттерет («февраль и январь»). В этом же говоре после месяца ака-уйăх (уjы̆х) записан канлĕ уйăх, который, кажется, должен бы стоять после çу уйăх; но последнего в списке нет. Юрк. (в откр. письме ко мне из.. Симб., от 12 июня 1911 г.): «уйăх ячĕсем: 1) кăрлаç у., 2) нарăс у., 3) пушă-уйăхĕ;) 4) ака-у., 5) çăв-у., 6) хыт-суха у., 7) çум-у. (ана çинчи курăксене çумланăран кал.), 8) утă у.. 9) çурла у., 10) йĕтем у.., 11) юпа у., 12) чӳк у., 13) раштав у. Пӳркелĕнчи (в с. Бюрганах) чи ватă çынтан ыйтса пĕлтĕм». На одном листке, написанном рукою П. И. Орлова и относящемся к диал. д. Раковой, хыт-суха уйăхĕ поставлен седьмым, а çум уйăхĕ шестым. Нюш-к. (И. Е. Ефимов). Хĕл уйăх 6 уйăх, çăв уйăх — 7 уйăх, теççĕ пирĕн ялти карчăксем. IЬ. 1) Раштав уйăхĕ, 2) кĕçĕн кăрлач, 3) нарс уйăхĕ, 4) юш уйăхĕ, 5) ака уйăхĕ, 6) çăв уйăхĕ, 7) канлĕ уйăхĕ (не «уйăх»!), 8) çĕртмь уйăхĕ, 9) ыраш аки уйăхĕ, 10) çурла уйăхĕ, 11) итем уйăхĕ, 12) юпа уйăхĕ, 13) чӳк уйăхĕ. Эпĕ ку уйăх шутне пăрмай шутласа тăракан карчăкран ыйтса пĕлтĕм. Вăл мана йĕркипе каласа пачĕ. Ытти çынсенчен те, хамăр ялсенчен, ыйткаласан, мана çак эпĕ ыйтнă карчăк (çинчен): лайăх пĕлет у уйăх шутне, çавăнтан ыйт эс уна, терĕç. Çавăнпа ку карчăк каланине ĕненме пур. Вăл чылая çитнĕ çын, 80-сенче. Уф.? Январь-кăрлачă теççĕ, февраль уйăхне нурăс уйăхĕ теççĕ, март — пушă уйăх, апрель — ака уйăхĕ, май — çу уйăхĕ, июнь — çĕртме уйăхĕ, июль — утă улăхĕ, август — çурла уйăхĕ, сентябрь — авăн уйăхĕ, октябрь — юпа уйăхĕ, ноябрь — чӳк уйăхĕ, декабрв — раштав уйăхĕ. Кăрлачă тесе, питĕ кун кăр-сивĕ килнĕрен калаççĕ; нурăс уйăхĕ теççĕ кун ăшă енне кайса, кун йĕпенсе тăнăран; пушă-уйăхне этемпе выльăх çими пĕте пуçланăран калаççĕ; ака уйăхне ака тăваççĕ; çу уйăхне çулла пулнăран калаççĕ; çĕртме уйăхие çĕртме аки тунăран калаççĕ; утă уйăхне утă тунăран калаççĕ; çурла уйăхне тырă вырнăран калаççĕ; авăн уйăхне авăн аштарнăран калаççĕ; юпа уйăхне карта-хура нăкăтма юпа лартнăран калаççĕ (это неверно); чӳк уйăхне пирĕн чăвашсем чӳк тунăран калаççĕ; раштав уйăхне Христос çуралнăран калаççĕ. Тата эпĕ сире каланăчĕ: эпĕ вунвиç уйăх пулать, тенине илтнĕ, тесе. Вăл тĕрĕс мар, теççĕ, вуниккĕ анчах пулать, теççĕ. Только числалă уйăхпа пĕрле тумаç, унтан ялан малтан туса пырат, теççĕ. Кун шучĕсем пурĕ-пĕрех: 31-тен, 30-тан, 28-тан, 29-тан килет, теççĕ. Напр. кăрлачĕ уйăхĕ 18 декабря тăвать, тенĕ чăвашла калентар çинче, чăвашсем те çав таврана калаççĕ. 19 январта нурăс уйăхĕ тăват, 16 февралте пушă уйăх тăват, и т. д. — Месяцы у Г. Паасонена см. в его «Vосаb. 1. Tschuv.», стр. 69, 91, 110, 2, 139, 133, 195, 143, 26, 30, 190, 112. Тоскаево. Кĕçĕн-кăрлаç (январь. Сивĕпе аслă пиччерен ирттеретĕп эпĕ, Кĕçĕн-Кăрлаç. Кĕçĕн-кăрлаç сиввине чăтакăн леш тĕнчере ăшăнать, тет. Кĕçĕн-Кăрлаç çиленсессен, урăна тăла сыр, теççĕ. Кĕçен кăрлаç пит усал, ним парса та нимĕн илмест. Нарăс уйăхĕ (февраль). Нарăсна кĕçĕн-кăрлаç ĕлĕк пĕрре вăрçнă, тет. Кам урасе (= урасене) тĕпеклĕ тăвать? тесе каларĕç, тет, пĕр-пĕрне. — Эпĕ çынна тăла сыртаратăп! тесе каларĕ, тет, кăшкăрса, кĕçĕн-кăрдаç. — Эпĕ ташлаттаратăп, терĕ, тет нарăс. Çавăнпа чăвашсем: нарăс çитсессен, ташла, вăл ташланине юратать, теççĕ. IЬ. Ака уйăхĕ (апрель). Хире ака çитсессĕн, чăваш ака-пуçне тӳрлетет. — Ачам, хире тухсассăн: ака, пулăш, те. IЬ. Çу уйăхĕ (май). Эй ĕненĕм, ĕненĕм (чит. ĕнемĕм?), кай çукурма картаран: ырă-таса çимĕçпе тăрантса ярĕ вăл сана. Çĕртме уйăхĕ (июнь) «Çинçе» килет çинçелсе, тăвăр ĕçĕре часăрах. «Çинçе» (Тоскаево, Т. у.) = «Уяв» (Буинского у.). «Çинçе вуникĕ (12) кун пырать; çак вуник кун хушшинче нимĕскер ĕçлеме юрамасть; çи те, урама тухса вырт». Çинçе иртсен пулнă çĕртмене çĕр хапăл тăвать, теççĕ. Ут уйăхĕ (июль) (Тосваево). Утта пырса çапăнтăмăр; малашне, ачасем, чу касас пек ĕç тăрать; çавăнпа «авалхисене», ан аптăраччăр, тесе, хытă кĕл тумалла. Ки малтан турра «учук» ту; турра кĕл-ту ял-йышпе; çĕлĕкне илсе, ачу-пăчупа ӳксе пуççап. «Турă, сана пĕтĕм ял ял-йышпе асăнаппăр, укĕнеппĕр, пуççапаппăр, сана вăкăр пусса, выльăхпа силлетпĕр. Алăк патне кĕрӳне, тĕпеле кинне пар. Çурт çумне çурт хуш, мул çумне мул хуш». Турра кĕл-туса пĕтерсессĕн, «Çĕр йышне» кĕлтумалла. Çĕр йыш валли тына пусас пулать. Ял йышне, эй çĕр йышĕ, тĕпе питĕ пар, тăррине тутă пар. Пĕр пĕрчĕ акса, пин пĕрчĕ пар; ывăçпа акса, пӳлмепе пар. Çурла уйăхĕ (август). Хире çурла çĕкличчен, «чӳклеме» тăвас пулать. «Çĕнĕ тырă умĕнчен хур пусса, пĕтă пĕçерсе çырлахтар. «Килĕшпеле виçĕ тĕслĕ выльăх-чĕрлĕхпеле, çичĕ тĕслĕ тырă-пулăпала, пĕр витре, виçĕ чашкă сăрапа пуççапаппăр сана, турă, ӳкĕтлетпĕр, асăнаппăр. Чӳклесе пĕтерсессĕн, «Пӳлĕхçе» асăн. Ăна чĕреспе виçĕ куркапа сăра тула кăларса ларт. Унтан вара «Хĕрлĕ çырана» асăн, тата «Пӳлĕхе» ӳксе пуççап. Вара «Карташ пăттине»: «çуратакан турă, çырлах», тесе, виçĕ юсманпа асăн. Унтан «Кепене» хур пусса, пăтă пĕçерсе, виçĕ юсманпа çырлахтар. Кайран «Аслă ырсене» «Кепе амăшне» килĕшпе çырлахтар. Чи кайран çичĕ тĕслĕ выльăх-чĕрлĕхшĕн çичĕ юсманпа «килĕш пăтти» пĕçерсе çи. Итем уйăхĕ (сентябрь). Итем уйăх çитнĕ пуль: «хав, хав» сасă илтĕнет. Юпа уйăхĕ (октябрь). Авăн уйăхĕ (ноябрь). Авăн тетĕмĕ çӳлелле хăпарсассăн, этемме канăçлăх пулать, тет. Чӳк уйăхĕ (13-ый месяц по старин. чув. сч.). Кĕлту, таванăм, ĕç пĕтĕрĕ; ырă чунпа чӳклеме ту. «Симĕс пуçлă кăвакал, вĕççе кай та, веççе кил. Картлă-картлă пашалу, кусса кай та, кусса кил. Вите кутне вăрă пар, карта кутне кашкăр пар» (!). В Б. Олг. записаны назв. мм.: вутойăх (вудоjы̆х), çорлойăх, ан-ойăх, йопойăх, чӳк-ойăх, мăн-кăрлачă (кŏр-), кĕçĕн-кăрлачă, норăс-ойăх, пошă ойăх, акойăх, çу-ойăх. В Н.-Карамалах, Белеб. у., чувашские месяцы соответствуют европейским; их 12: кăрлаç, нарăс-уйăх, пушă-уйăх, акуйăх, çăвуйăх, çĕртме-уйăх, утă-уйăх, çурла-уйăх, авăн-уйăх, юпа-уйăх, чӳк-уйăх, раштав-уйăх. Эти же самые названия записаны мною в д. Питушкиной, б. Курм. у., но только вм. çĕртме уйăх в этой деревне ставят çом ойĕхĕ, а 12-й месяц назван просто раштав. В Ой-к. — счет мм. тоже идет на европ. лад: 1) мăн-кăрлачă, 2) кĕçĕн-кăрлачă, 3) норс-уйĕх (уjэ̆х), 4) пуш-уйĕх, 5) ака уйĕх, 6) вутă уйĕх, 7) хĕр уйĕх, 8) çорла уйĕх, 9) авăн уйĕх, 10) йĕтем уйĕх, 11) чӳк уйĕх, 12) раштав уйĕх. Здесь юпа уйĕх пропущен, а на его место ошибочно поставлен йĕтем-у., который собственно является в др. говорах лишь варянтом названия авăн-у. — В новых книгах на чув. яз. названия месяцев часто употребляются без нарицательного «уйăх» и вполне соответствуют 12-ти мм. солнечного года. Их порядок: кăрлач, нарăс, юш, ака, çу, çĕртме, утă, çурла, авăн, юпа, чӳк, раштав. Кăлентар 1928 ç. Пушăн вун-саккăрмĕшĕ, 18-е марта. Альш. Имена месяцев соотв. европ. назв.: 1) кăрлаç. 2) нарăс, 3) пушуйăхĕ, 4) акуйăхĕ, 5) çăвуйăхĕ, 6) хытсухуйăхĕ, 7) утуйăхĕ, 8) çурлуя-хĕ, 9) йĕтем-уйăхĕ, 10) юпуйăхĕ, 11) чӳк-уйăхĕ, 12) раштав.

çĕнĕ уйăх

новый месяц. Городище Б. Çĕн уйăх тунă. Наступило новолуние. N. Çĕн уйăха кĕрсессĕн, когда народится месяц. N. Çĕнĕ уйăхра çил юлсан, уйăхĕпех çил пулать.

ойăх çавăрнни

нарождение нового месяца. С Икково. Трень-к. Ойăх çавăрнни — пĕтсе, çĕнĕ ойăх поçлансан.

уйăх туни

нарождение луны. Т. IV. Уйăх туни тăхăр кун çитнĕ тĕлте тырă аксан, тырă тăхăр çулччен пĕртте юлмасть, теççĕ. СТИК. Çĕнĕ уйăх тусан. Когда народится месяц. Уйăх пĕтсен. Когда месяц пропадет. Çĕнĕ уйăх туни-ха? Народился-ли молодой месяц. Тунă, эпĕ ĕнер куртăм. Регул. 1222. Ку ойăх поличчен (тăвиччен) килчĕ. † Раштав уйăхĕ тунăтăр, пăрланаççĕ вак кучĕ. Альш. Раштав уйăх тунă чух, пăрланать-тăр вак кучĕ. К. С. Уйăх тăвать. Нарождается луна. Иревли. Шăмат-кун каç, вырсарни-куна хирĕç, уйăх хĕвелтен юлать, терĕ асатте; кĕçнерни-кун (çу уйăхин юлашкинче) хĕвелтен юлсан: уйăх тунă, тетпĕр, терĕ. И. И. Орл. Ку пĕтнĕ уйăх пушă уйăх, ака уйăхĕ тин тăвать-ха, тит.

уйрăм

ойрăм, отдельный, отдельно; разница; особенно: часть. Г. Т. Тимоф. Санпа манăн уйрăмми мĕн пур? Что у меня с тобою не общего? (т.-е. все общее). IЬ. Санпа манăн хутлăхра мĕн уйрăмĕ пур? Какая разница между мною и тобою? Шел. П. 66. Çавăнпа вăл пире (холст) кашни вилĕшĕн хăйне уйрăм парне туса каснă, çĕлесе тăхăнма çиппе йĕп те чиксе хунă. Юрк. Чăвашсем ытти çынсене пăхнă çĕрте хăйсене уйрăм çынсем иккенне вырăссем чăвашсене тĕне кӳртнĕ вăхăтсенче тин пĕлсе çитнĕ. Б. Араб. Б. Унăн тĕсĕ хăраман çынна хăрушă та мар иккен (оказывается): ахаль ват çын тĕсĕнчен пĕрте уйрăм мар. Орау. Икĕшĕ пĕр-пĕрннчен уйрăмах, никам та: пĕр тăван, тесе калас çук. Юрк. Çуккисенĕн туй йĕркисем пуяннисене пăхнă çĕрте нумай уйрăм. || Разница. Юрк. Ку чӳкре уйрăмĕ çавă: хĕле кĕнĕ йĕркепе чӳк тунă чухне турă çулне укçа улăхтараççĕ. Тимерс. Вăрă хĕрнĕ ясар хĕр çак вăйăра уйрăм пур. Çутт. I, 115. Алмаспа çĕпре-амăшĕн уйрăмми мĕи пур? N. Хĕртен хĕр уйрăмĕ пур. Девица девице рознь. || Особенно. Ольга. Вăл ĕçсем уйрăмах паллă тăраççĕ, пире те ырра вĕрентеççĕ. Юрк. Хуран яшки парпа пиçнĕрен, уйрăм тутлă пулать. Тĕтĕм тути каламас. Хыпар № 9, 1906. Анчах вĕсен тĕнĕ вырăссеннинчен кăш уйрăмтарах. Халапсем. Акнă пĕр тыррисем ĕлĕкхине пăхнă çĕрте уйрăм темĕн тĕрлĕ вăйлă аван пула пуçлаççĕ IЬ. Çĕнĕ çуралнă чунсем уйрăм аванăн курăнаççĕ. IЬ. Чăваш лашисем уйрăм вак пулаççĕ. || Отдел, часть Жит. св. янв. Вăл, хăй виличчен, пĕр кĕнеке çырса хăварнă, вăл кĕнекере тăватă уйрăм (четыре отдела).

укăр

назв. дубильного вещества, приготовленного из коры ивы. Ст. Чек. Çӳçе хуппине типĕтсе тĕвеççĕ, çав тӳнĕ япала укăр пулать. Çĕнĕ кĕрĕке варласан, кĕрĕке ĕлĕкхи тĕсне парас тесе, укăрпа сĕреççĕ.

уммĕн

умĕн, омăнь, омĕн, омăн, ăвăнь, увăнь, (?) перед. Пшкрт, Хорачка. Омăн, перед. Шибач. Омĕн (омэ̆н’). Чураль.-к. Кĕпер умĕн ешĕл курăк, курăпăр утне янипе; пирĕн варлисем юта кайсан, курăпăр к...не парнине. Регули. 1192. Сан омĕн каласа кăтартрĕ. IЬ. 1193. Апат çияс омĕн кортăм. Цив. Çĕнĕ çол омăнь. Ч. С. Ăна (скотину) пусас умăн. N. Каяс умĕн. Перед уходом (или отьездом). Шорк. Пирĕн оммăн, сирĕн оммăн, Çтаппансен оммăнь тарчĕ.

ункă

онкă, унк, кольцо (напр., у дуги, у двери, у столба), Срв. çĕрĕ. Орл. И. 248. Икĕ вĕçлĕ, икĕ ункă, варринче пăта. (Хачă). Ч. П. Йĕс ункă. || Круг на воде (от падения камня и т. п.). || Кружок людей. Шел., 66. Унтан халăх ункă пек карталанса çавăрăнчĕ. || Нуль, zего. || Мокрый кружок, образуемый выпитым и опрокинутым стаканом. Çĕнĕ кĕрĕвĕре, хĕр вăррине, юрататăр пулсан, хăр та çапла тĕнпиех ĕççе парса, ункă туса кăтартăр-халĕ!

упрамалăх

пр. дост. от. гл. упра. N. Упрамалăх, чего хватит на сохранение. N. Çĕнĕ тырăччен упрамалăх те пулать ĕнтĕ.

уралан

вставать на ноги (метафора). Хĕн-хур. Турă пулăшнипе, лекĕр тăрăшнипе Ануш каллех уралана пуçланă. Чума. Çавăнтан вара Наум, сывалса, уралана пуçланă. О сохр. здор. 109. Вара çапла пулăшсассйн, мĕскĕн çыннăн пурнăçĕ пĕр мая кайĕ (ураланĕ вăл). Ист. церк. 148. Иерусалимри патриахсем пăхса тăракан ĕненекенсенĕн çĕрĕсене Магомет тĕнне тытакан арабсемпе Арий ересне тытакан усал çынсем турта-турта илсе пусмăрласа пĕтернĕ, вара унти ĕненекенсем никçан та ураланайман. || Поправиться в материальном отношении. Сред. Юм. Ĕлĕк пит чохăнчĕ те, халь, ораланма пуçланă ĕнтĕ. Прежде жили бедно, теперь уже поправляются. Хыпар 34, 1906. Хресченсем часрах ураланччăр тесен, вĕсене хыснаран укçа парса пулăшас пулать. IЬ. Халăхăн пурăнăçĕ нихăçан та ураланас çук. Истор. Çав 1547 çулта тухнă вутран кайран халăх часах ураланса çитеймен. Чув. календ. 1910. Çав çынсем, темĕн тĕрлĕ ĕçлесен те, ураланайман. || Образовать вокруг себя лучи (о светиле). Шурăм-п. № З. Хĕлле хĕвел уралансан, сивĕ пулать. Икково. Ойăх ораланнă. Вокруг луны образовались лучи. Толст. Сăрт хыçĕнчен çĕнĕ уйăх хĕрелсе ураланса тухнă. Юрк. Хĕвел уралансан, çумăр пулать. Шел. 70. Хĕвел шевли... вутăн-хĕмен ураланса... тăрать. || Обуваться (ора сыр). Шибач. и др.

урата

балка, на которой лежит пол. Сред. Юм. Õрата — пӳрт орай хăvи айне орлă хоракан пĕренесене калаççĕ. СПВВ. Т. М. Урата — урай кашти. СПВВ. И. А. «Урата — перекладина. Ырата». Аскульск. в. Сызр. у. Тапарах та сикерех, уратине хуçарах! Эпир тепĕре киличчен, çĕн урата хурайĕç. Зап. ВНО. Тарс-тарс тапмашкăн урати юман пулинччĕ; йăкăш-йăкăш шумашкăн ура яка пулинччĕ. IЬ. Тăрс-тăрс тапмашкăн урати юман пулинччĕ... Тапарах та сикерех, уратине хуçарах, эпир тепĕре киличчен, çĕнĕ урата хурайĕç. || Брус для укрепления нар. Зап. ВНО. В Ст. Чек. Сделан след. рисунок: Ст. Айб. Урата çинче сăран пушмак. Тăхăн, тăхăн! тиеччĕç, эп: тăхăнаймăп, тийеттĕм. К.-Кушки. Урата çинче пушмака епле тытса тăхăнам-ши. Вомбу-к. Урата — аялтан кашта пек тоса хонă, хăмине тăратса ыраласа касса лартнă; хăмине виç кĕтеслĕ шăтăк каснă. || Нижний брус нар, лежащий на полу; в него упираются нижними концами стойки (балясины), на которых лежит крайний (верхний) брус нар. || Порог. ЖМЕ. Чиркӳ алăкин урати çине ярса пусма тытанайсăттăм, сасартăках куçа курăнми темле хăват мана алăкран каялла ывăтса ячĕ. Юрк. Урата — порог. Юрк. Вилнĕ çынна пӳртрен йăтса тухнă чухне алăк урати çинче виçĕ тапхăр: ан хăра! тесе, суллаççĕ. (Там же вместо алăк урати встреч. и просто урата). || Стул, положенный под углы здания. N. Пӳрт кĕтессине авăлтса хураççĕ или ампар кĕтессине. Урата потса анса кайнă. ||| Чурбан, подставка, подкладываемая при перевозке бревен; подложка. СПВВ. Урата — подставка. Н. Карм. Урата — çунапа пĕрене турттарнă чух пĕрене айне хунă каска (в Орау это назыв. пĕрене каски). Шибач. Ората — бревешко, которое кладется поперек саней при возке бревен, чтобы не потревожить вязков (хорамине); длиною в 1 арш., шириною в 4 вершка. (то же и в Пшкрт). || Йоплĕ патаксам; их ставят на телегу, когда возят солому, чтобы солома не садилась на колеса. (Иначе назыв. йоплешке или йоплешкĕ). Шибач. || Подставка. Персирл. Ората — йывăр япала айне хоракан йывăç (чтобы не перекосилось к земле и не гнило). Корита айне ората хотăмăр. В К.-Кушки такие подставки назыв. пукан.

уртмакçă

носитель переметного кожан. мешка на свадьбе. Изамб. Т. 65. Уртмакçă каçанĕ çине такмак çакать. . Уртмакçă хăйĕн такмакне парать те, унти кучченеçе вара илсе, çĕнĕ кучченеç (полученный от родни невесты) чикеççĕ. N. Уртмакçă сылтăм хулпуççи çинчен икĕ сăран сумкка уртса ярать: пĕрин çине кашни килĕрен илекен чăката чикет, тепĕр сумккине пилленĕ хăпартусем чикет. N. Сав кĕлетрех мăн-кĕрĕве, уртмакçа, туй пуçлăхне тумлантараççĕ.

усă

осă, польза. БАБ. Уссисене хăйсенне нихçан курайман. Проку от них никогда не увидишь. Трхбл. Халь выртсан та, усса пымас (на пользу не пойдет, пользы не будет). Хыпар № 40, 1906. Комиссияра ĕçлекен çынсем хăйсем мĕн пĕлнине Думана каласа яраççĕ те, çĕнĕ законсем кăларас е киввине улăштарас пулсан, вăл пит усса тăрать. IЬ. Вăл комиссиясене халăх уссине мар, халăх хуйхине тунă. Чăв. й. пур. Çынна пĕр усал тăвиччен пилĕк усă ту. БАБ. Пальницаран им-çам илсе тавранаттăмăр, тет те, усса пымаçчĕ, тет (не было в пользу). Альш. Мĕн усса пырать, тет, вăл? А на что, по их мнению, оно идет? (т. е. какая от него польза?). IЬ. Вăл пирс нимĕн усă та тумас ĕнтĕ. IЬ. Ывăл пулмарăм, хĕр пултăм, кураймарăр манăн уссăма (вы не видали от меня пользы). Освящ. чув. мон. Пĕр усса килмен чӳк. Совершенно бесполезное моленье. Ст. Чек. Усса янă. Рук. календ. Прокоп. Юн яни пит сайра усса килет. Кровопускание редко бывает полезным.

Кив-Учук

назв. леса около с. Стюхина, Бугурусл. у. Стюх. Тата икĕ вăрман, пĕри Кив-Учук, тепĕри Çĕнĕ-Учук; вĕсенчен ĕлĕк чӳк тунă.

ухатти

неизв. сл. Юрк. † Улача кĕпе ухатти шурă кĕпене çитес çук, Çĕнĕ-Ялăн хĕр ухатти Кивĕ-Ял хĕрне çитес çук.

ушкăн

ошкăн, толпа, группа, стая. Изамб. Т. Хам çумри укçа çак сирĕн ушкăна (толпу) илме çитет. N. Çавăнтах тата пĕр çаран урлă урăх ушкăнсем пулнă. Çав ушкăнтн пĕр ачи эпир унта выртнине пĕлнĕ те, пире хăратма пынă. Бес. чув. 1. Кăшт тăрсан, çак ушкăн иртсе кайнă çулпах тепĕр ушкăн лав хăпармалла пулчĕ. IЬ. Акă ĕнтĕ у... ялĕ чиркĕвĕ умĕнчен ер ушкăн иртсе кайрĕ, вăл, кĕпер çине анса, тăвалла хăпара пуçларĕ. Ч. П. Хĕр ушкăнĕ. Беседы и шутки. Çавă ырă çынсем ушкăнĕ пур инкек-синкек лекнĕ çынсене пулăшса тăрать. Янтик. † Ушкăн-кăна ушкăн тупăлха, чăн хĕррине эпир касрăмăр; ушкăн-кăна ушкăн сарă хĕр, чăн саррине эп илтĕм. Альш. Ларать пĕр ушкăн вăрман. || Общеетво, часть общества. Мошк. † Çак ял ушкăнче (в этой деревне) çӳрерĕм, сирĕн пек ыр çынсем тупмарăм. || Компания. Ч. С. Ачасем пурте тăрсан (проснулись), Тимахви старик: ах турă, ачасем, эпĕ пит хăрушă тĕлĕк куртăм: кĕçĕр эпир, çак хамăр ушкăнрисем, пурте пĕрле пулса, пĕр пĕчĕкçĕ юман касрăмăр, ахăр ялта кам-та-пулин вилет пулĕ, терĕ. || Артель. N. Выçă аптăранă çынсем ушкăнĕ-ушкăнĕпе (артелями) ыйткаласа çӳреччĕç. || Селение, часть селения. НАК. Пирĕн патăмăрта Аты-касси ятлă виçĕ ял пур: пĕрине, хушăран вырăссем пурăннăран, Вырăсла-Ушкăн-Аты-касси теççĕ, тепĕрине Кив-Ушкăн-Аты-касси теççĕ, виççĕмĕшне, пирĕн яла, Çĕнĕ-Ушкăн-Аты-касси теççĕ. N. Анатри ушкăн, тури ушкăн (назв. концов деревни = кас). || Связка. N. Вăл тăрать та — кăмака çине хăйă ушкăнĕ çыхса хунă, тет, — çавна илет те, сăкманпа чĕркесе, хăй выранĕ çине выртарать. Изамб. Т. Мăлтан ушкăн-ушкăнпа пит хытă (туго) çыхаççĕ (липовую кору). || Раз. N. Анне пире тепĕр ушкăн пăхрĕ те, виçĕ хут вăрăммăи сывласа ячĕ те, унăн сывлăшĕ тухса карĕ. Ст. Чек. Унтан виçшер витре вара виç ушкăн сапаççĕ. || Прием (раз). КС., И.П.Т. Малтан пĕр ушкăн ярса силленмесен, татах вара: çырлах! пил ту! çырлах! Пил ту! тесе, каллах çурăм тăрăх хăлхи шăтăксе ярать. (Уй чӳкĕ. Юрк. Икĕ тăшмăнсем пĕр ушкăн вăрççа илчĕç. || Часть. Толстой. Унăн (у нее) пĕр ушкăн пырши йăтăнса тухса, типĕ çулçăсем тăрăх сĕтĕрĕнсе пырать. || Время (от времени). Белая Гора † И, ушкăн та ушкăн ăш çунать; хăш вăхăта çитсен сӳнĕ-ши? Альш. † Хамăр тăван аса килсессĕн, ушкăн-ушкăн куç-çулĕ юхать-çке. || Кучка. N. Вăл ял патĕнче пĕр ушкăн çăка йывăçĕсем ӳсеççĕ. || Вереница. Дик. Леб. 42. Сасартăк вĕсенчен карап ушкăнĕ пулать-тăрать (они обратились в корабли).

Çĕн-Ушкĕн

(т. е. Çĕнĕ-Ушкăнĕ), назв. деревни. ЙФИ.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

абзац

сущ., муж., множ. абзацы
1. çĕнĕ йĕрке (ăна пуçламăшĕнче кăшт таса вырăн хăварса çыраççĕ); писать с абзаца çĕнĕ йĕркерен пуçласа çыр
2. абзац (икĕ çĕнĕ йĕрке хушшинчи текст); прочитать три абзаца виçĕ абзац вула

акклиматизация

сущ.жен. (син. приспособление)
акклиматизаци (урăх климата, çĕнĕ çут çанталăк хутлăхне хăнăхни)

аргумент

сущ.муж. (син. довод, доказательство)
аргумент, çирĕплетӳ (каланине çирĕплетекен шухăш, факт); привести аргументы в пользу новой теории çĕнĕ теорие аргументсемпе çирĕплет

аффикс

сущ.муж.
аффикс (çĕнĕ сăмах тăвакан е сăмаха улăштаракан морфема); словообразовательные аффиксы русского языка вырăс чĕлхинчи сăмах пулăвĕн аффиксĕсем

бал

сущ.муж., множ. балы
бал (ташăллă уяв каçĕ); Новогодний бал Çĕнĕ çул балĕ

Благовещение

сущ.сред.
Благовещени, Ырă хыпар уявĕ (христиансен чи пысăк 12 уявĕнчен пĕри; ăна çĕнĕ стильпе ака уйăхĕн 25мĕшĕнче Мария ятлă таса хĕре вăл Турă амăшĕ пуласси çинчен ырă хыпар — вырăсла «благая весть» — пĕлтернине чысласа палăртаççĕ)

блины

сущ.множ.; един. блин муж.
икерчĕ, çатма икерчи, пелем; печь блины икерчĕ пĕçер ♦ первый блин комом посл. çĕнĕ ĕç труках ăнмасть

ввести

глаг. сов.
1. кого-что и во что (ант. вывести) кĕрт, илсе кĕрт, çавăтса кĕрт; ввести детей в дом ачасене пӳрте илсе кĕрт; в город введены войска хулана çарсем кĕртнĕ
2. что во что (син. поместить, впустить) яр, хыв, кĕрт; ввести лекарство в вену венăна эмел яр; ввести новые данные в компьютер компьютера çĕнĕ даннăйсем хыв
3. кого-что во что (син. задействовать) ĕçе яр, ĕçе кĕрт, хута яр; ввести в строй новый цех çĕнĕ цеха хута яр ♦ ввести в курс дела ĕçпе паллаштар; ввести в расход тăкак кӳр; ввести в заблуждение ултала; ввести во владение харпăрлăх хуçине çирĕплет

внедрить

глаг. сов.
1. что во что ĕçе кĕрт, ĕçе яр; внедрить новую технологию çĕнĕ технологие ĕçе кĕрт
2. кĕртсе яр, вăрттăн кĕрт (разведка тума, пĕлсе тăма); внедрить сотрудника милиции в банду вăрă-хурах ушкăнне милици çыннине кĕртсе яр

воз

сущ.муж., множ. возы
лав (урапа е çуна); воз с сеном утă лавĕ; гружёный воз тиенĕ лав, тулли лав ♦ целый воз новостей çĕнĕ хыпар лавĕпе; а воз и ныне там ĕç мала каймасть

вооружение

сущ.сред.
1. (ант. разоружение) хĕç-пăшаллану; хĕç-пăшалланни; ускоренное вооружение васкаса хĕç-пăшалланни
2. (син. оружие) хĕç-пăшал; новые виды оружия çĕнĕ йышши хĕç-пăшал

встретить

глаг. сов.
1. кого-что (син. увидеть) тĕл пул, хирĕç пул; кур; встретить знакомого пĕлĕше тĕл пул
2. кого-что (син. принять; ант. проводить) кĕтсе ил; встретить делегацию на вокзале делегацие вокзалта кĕтсе ил
3. кого-что (син. принять, отнестись) йышăн; радушно встретить гостей хăнасене тарават йышăн
4. что (син. воспринять) йышăн, ил, кĕтсе ил; воин встретил весть о победе в госпитале салтак çĕнтерӳ çинчен госпитальте хыпар илнĕ ♦ встретить Новый год Çĕнĕ çула уявла

въехать

глаг. сов.
1. (ант. выехать) пырса кĕр (транспортпа); автомашина въехала во двор автомашина кил хушшине пырса кĕчĕ
2. (син. вселиться; ант. съехать) пурăнма кĕр, вырнаç; семья въехала в новую квартиру кил-йыш çĕнĕ хваттере пурăнма кĕнĕ
3. (син. подняться; ант. съехать) хăпар (транспортпа); воз едва въехал в гору лав сăрта аран-аран хăпарчĕ

вывести

2. глаг. сов.
1. кого (син. произвести) кăлар; курица вывела цыплят чăх чĕпĕ кăларнă
2. что (син. создать, вырастить) кăлар, ӳстер, ӳстерсе кăлар; вывести новый сорт смородины çĕнĕ сорт хурлăхан ӳстерсе кăлар

выдумать

глаг. сов.
1. (син. изобрести) ăсла, шутласа кăлар; выдумать новую игру çĕнĕ вăйă шутласа кăлар
2. (син. придумать) шухăшласа кăлар, шухăша вĕçтер (çуккине пур пек туса)

выпустить

глаг. сов.
1. кого-что (ант. впустить) кăлар, яр, кăларса яр; выпустить из рук алăран яр, вĕçерт; выпустить скот на улицу выльăхсене урама кăларса яр
2. кого (син. подготовить) кăлар, вĕрентсе кăлар; институт выпустил много инженеров институт нумай инженер вĕрентсе кăларнă
3. что (син. изготовить) кăлар, туса кăлар; выпустить новые товары çĕнĕ тавар туса кăлар; выпустить в продажу сутта калар; писатель выпустил новый роман çыравçă çĕнĕ роман пичетлесе кăларнă

высадить

глаг. сов.
1. что кăларса ларт, куçарса ларт; высадить рассаду из парника калчана парникран кăларса ларт
2. кăлар, антар, антарса хăвар; высадить пассажиров из автобуса пассажирсене автобусран кăлар
сущ.муж.
выççăлккă, хуттăр, çĕнĕ кас (ялтан уйрăлса тухнă килсен ушкăнĕ)

гардероб

сущ.муж.
1. тумтир шкапĕ; повесить костюм в гардероб костюма гардероба çак
2. (син. раздевалка) гардероб, тумтир пӳлĕмĕ, хывăнмалли пӳлĕм
3. (син. одежда) тумтир (пĕр çын тăхăнаканни); обновить гардероб тумтире çĕнет, çĕнĕ тум туян

гипотеза

сущ.жен.
гипотеза, çĕнĕ шухăш (пĕр-пĕр пулăма ăнлантарса пама сĕнни); выдвинуть гипотезу гипотеза сĕн, çĕнĕ шухăш кала

григорианский

прил.: григорианский календарь григориан календарĕ, Григорий календарĕ (çĕнĕ çул шучĕ; ăна Римри папа XIII Григорий çирĕплетнĕ пулнă)

дебаты

сущ.множ.
дебатсем, сӳтсе яву; сӳтсе явни; в парламенте идут дебаты по новому закону парламентра çĕнĕ саккуна сӳтсе яваççĕ

демонстрация

сущ.жен.
1. демонстраци (халăх урама йышлăн тухса хăйĕн шухăш-кăмăлне палăртни); праздничная демонстрация уяв демонстрацийĕ
2. кăтарту, палăрту; кăтартни, палăртни; демонстрация нового фильма çĕнĕ фильм кăтартни

дополнить

глаг. сов. (син. прибавить)
хуш, хушса ту, хушса кала; дополнить доклад новыми фактами доклад çумне çĕнĕ тĕслĕхсем хушса кала

ёлка

сущ.жен.
1. чăрăш; молодые ёлки çамрăк чăрăшсем; заяц спрятался под ёлкой мулкач чăрăш айне пытанса ларнă
2. ёлка (Çĕнĕ çул уявĕ тата ăна валли капăрлатнă чăрăш); дети вернулись с ёлки очень довольные ачасем ёлкаран питĕ кăмăллă таврăнчĕç

железнодорожный

прил.
чугун çул -ĕ; железнодорожный транспорт чугун çул транспорчĕ; в городе строится новый железнодорожный вокзал хулара çĕнĕ чугун çул вокзалĕ тăваççĕ

завести

глаг. сов.
1. кого-что (син. ввести) илсе кĕрт, çавăтса кĕрт; завести лошадь в конюшню лашана витене çавăтса кĕрт
2. кого ертсе кай, илсе кай; тропа завела нас в болото сукмак пире шурлăха илсе кĕртсе кайрĕ
3. что (син. устроить, организовать) йĕркеле, ту; завести новые порядки çĕнĕ йĕрке ту
4. кого-что (син. приобрести) ил, туян, туянса яр; завести кур чăх тытма пуçла
5. что (ант. заглушить, остановить) тапрат, ĕçлеттер, ĕçе яр, тапратса яр; завести мотор мотора тапратса яр ♦ завести разговор сăмах тапрат; завести знакомство паллаш; завести переписку çыру çӳретме пуçла

зажить

1. глаг. сов.
пурăнма пуçла; они зажили в новом доме вĕсем çĕнĕ çуртра пурăнма пуçларĕç

заря

сущ.жен., множ. зори
шуçăм, шурăм пуç; утренняя заря шурăм пуç; вечерняя заря каçхи шуçăм; на заре кăвак çутла ♦ от зари до зари ир пуçласа каçчен; заря новой жизни çĕнĕ пурнăç пуçламăшĕ

знакомиться

глаг. несов.
1. с кем паллаш; Знакомьтесь: это мой друг Петя Паллашăр: ку манăн тус Петя
2. с чем паллаш, тишкер; знакомиться с новым местом çĕнĕ вырăна тишкер

известие

сущ.сред. (син. сообщение)
хыпар, пĕлтерӳ; пĕлтерни; радостное известие савăнăçлă хыпар; известие о смерти вилни çинчен пĕлтерни; по радио передают последние известия радиопа çĕнĕ хыпарсем параççĕ

издание

сущ.сред.
1. кăларăм (хаçат е журнал); иллюстрированные издания ӳкерчĕклĕ кăларăмсем 2. кăлару, кăларăм; кăларни, пичетлесе кăларни; новое издание книги кĕнекен çĕнĕ кăларăмĕ

изобрести

глаг. сов.
шутласа кăлар, ăсласа туп, çĕнĕлле хайла; изобрести новую машину çĕнĕ машина ăсласа туп

индекс

сущ.муж.
1. (син. указатель, список) кăтарткăч; индекс новых товаров çĕнĕ таварсен кăтарткăчĕ
2. (син. показатель) индекс, кăтарту (цифрăпа çырса е сас паллипе палăртса туни); индекс цен хаксен индексĕ; почтовый индекс почта индексĕ

интерес

сущ.муж.
1. кăсăк, кăсăклăх; проявлять интерес кăсăклан; интерес к новому фильму çĕнĕ фильмпа кăсăкланни
2. (син. потребности) пайта, усă; защищать свои интересы харпăр пайтишĕн тăрăш

интересоваться

глаг. несов.
кăсăклан; интересоваться книжными новинками çĕнĕ кĕнекесемпе кăсăклан

испытать

глаг. сов.
1. кого-что (син. проверить) терĕсле, ĕçлеттерсе пăх; испытать новый самолёт в полёте çĕнĕ самолёта вĕçевре тĕрĕсле
2. (син. пережить) тӳс, кур, тӳссе кур; испытать нужду нуша тӳссе кур

история

сущ.жен.
1. истори (этем обществи аталанăвне тĕпчекен ăслăлăх); история древнего мира авалхи тĕнче историйĕ; история нового времени çĕнĕ вăхăт историйĕ
2. кун-çул, пулни-иртни, истори; этапы истории народа халăх кун-çулĕн тапхăрĕсем
3. (син. происшествие) ĕç, пулăм; удивительная история тĕлĕнмелле ĕç
4. (син. рассказ) халап, калав; рассказывать смешные истории кулăшла халапсем каласа пар

календарь

сущ.муж.
1. календарь (вăхăт шучĕн йĕрки); юлианский календарь юлиан календарĕ (кивĕ стиль); григорианский календарь григориан календарĕ (çĕнĕ стиль); чувашский народный календарь чăваш халăх календарĕ
2. календарь (хут листи çине е кĕнеке майлă çапса кăларни); отрывной календарь татмалли календарь
3. календарь, кун йĕрки (ĕçсене кун тăрăх палăртса тухни); календарь спортивных игр спорт вăййисен йĕрки

канун

сущ.муж.
умĕнхи кун; канун Нового года Çĕнĕ çул умĕнхи кун

квартал

сущ.муж.
1. квартал (çулталăкăн тăваттăмĕш пайĕ, виçĕ уйăх); результаты работы за квартал кварталти ĕç тухăçĕ
2. квартал, тăваткал (хулан е вăрманăн пайĕ); кварталы новых домов çĕнĕ çуртсен кварталĕсем

книга

сущ.жен.
1. кĕнеке (вуламалли); детские книги ача-пăча кĕнекисем; книга стихов сăвă кĕнеки; сидеть за книгой кĕнеке тытса лар; писатель издал новую книгу çыравçă çĕнĕ кĕнеке пичетлесе кăларнă
2. кĕнеке (ĕç çинчен çырса пымалли); бухгалтерские книги бухгалтери кĕнекисем; книга жалоб и предложений жалобăсемпе сĕнӳсен кĕнеки ♦ ему и книги в руки ку ĕç шăпах ун валли

комментировать

глаг. сов. и несов. (син. разъяснять)
ăнлантар, ăнлантару хуш; газета комментирует новый закон хаçат çĕнĕ саккуна ăнлантарать

красный

прил.
1. хĕрлĕ; красный цвет хĕрлĕ тĕс; красный флаг хĕрлĕ ялав
2. хĕрлĕ, революциллĕ (совет саманинчи); красные войска хĕрлĕ çарсем; Красная Армия Хĕрлĕ Çар (пирĕн çĕршывăн хĕç-пăшаллă вăйĕсен 1918— 1946 çулсенчи ячĕ); ♦ красный угол тĕпел; красная девица сарă хĕр, пике; красная рыба хĕрлĕ пулă (осетр йышши); Красная книга Хĕрлĕ кĕнеке (сыхламалли чĕр чунсем, ӳсен-тăрансем çинчен çырни); писать с красной строки çĕнĕ йĕркерен пуçласа çыр; мысль проходит красной нитью шухăш уççăн палăрать; красная цена чи пысăк хак, чăн хак (таваршăн пама тивĕçли); Долг платежом красен Парăма пани паха; Не красна изба углами, а красна пирогами Пӳрт илемĕ тĕпелте мар — кукăльте

маскарад

сущ.муж.
маскарад (маскăллă уяв); новогодний маскарад Çĕнĕ çул маскарачĕ

метод

сущ.муж.
ăслай, меслет; новые методы лечения рака ракран сыватмалли çĕнĕ меслетсем

модель

сущ.жен.
модель, ĕлке, тĕслĕх; модель самолёта самолёт моделĕ; новые модели одежды тумтирĕн çĕнĕ тĕслĕхĕсем

молодой

прил., молодо нареч.
1. (ант. старый) çамрăк, яш; молодой человек çамрăк çын; в молодые годы яш ӳсĕмре
2. çамрăк, çĕнĕ, ешĕл; молодая листва ешĕл çулçăсем; молодой картофель çĕнĕ çĕр улми; молодое предприятие çĕнĕ предприяти ♦ молодые çамрăк мăшăр

наряд

1. сущ.муж. (син. одежда)
тум, тумтир, çи-пуç; праздничный наряд уяв тумĕ; справить новый наряд çĕнĕ тумтир çĕлет

новинка

сущ.жен.
çĕнĕлĕх, çĕнĕ япала; книжные новинки çĕнĕ кĕнекесем

новогодний

прил.
çĕнĕ çул -ĕ; Новогодняя ёлка Çĕнĕ çул ёлки

новоселье

сущ.сред.; множ. новоселья
çĕнĕ пӳрт уявĕ, çĕнĕ пӳрт ĕçки

новость

сущ.жен.
çĕнĕ хыпар; выпуск новостей радио радиори çĕнĕ хыпарсен кăларăмĕ; Ты слышал эту новость? Эсĕ ку çĕнĕ хыпара илтнĕи?

новый

прил.
çĕнĕ; новая книга çĕнĕ кĕнеке; новый урожай çĕнĕ тырă; Поздравляем с Новым годом! Çĕнĕ çул ячĕпе саламлатпăр!

номер

сущ.муж., множ. номера
1. номер (япалан йĕркери вырăнне кăтартакан хисеп); Каков номер вашего дома? Сирĕн çурт номерĕ мĕнле?
2. номер (кăларăмăн); свежий номер журнала журналăн çĕнĕ номерĕ
3. пӳлĕм, номер; снять номер в гостинице хăна килĕнче пӳлĕм йышăн
4. номер (концерт пайĕ); эстрадные номера эстрада номерĕсем

о

об, обо предлог
1. с вин. п., указывает на соприкосновение с чем-н. çине; -а (-е), -на (-не); -ран (-рен), -тан (-тен); удариться о столб юпана пырса çапăн; опереться о стол сĕтел çине таян
2. с предл. п., указывает на объект действия çинчен, пирки; -шăн (-шĕн); говорить о новой книге çĕнĕ кĕнеке çинчен калаç; Обо мне не беспокойтесь! Маншăн ан пăшăрханăр!

область

сущ.жен.
1. область (темиçе районтан тăракан çĕр-администраци пайĕ); Самарская область Самар облаçĕ
2. ен, çĕр, хутлăх; область вечной мерзлоты ĕмĕрхи шăн хутлăхĕ; северные области Европы Европăн çурçĕр енĕ
3. чего (син. отрасль) пай, турат; новая область исторической науки истори ăслăлăхĕн çĕнĕ пайĕ

оборудование

сущ.сред.
оборудовани (техника, ĕç хатĕрĕсем); в цехе установили новое оборудование цехра çĕнĕ оборудовани вырнаçтарса лартнă

обращаться

глаг. несов.
1. к кому ыйт, кала, чĕнсе кала (куçăн), çыру яр, ыйтса çыр; обращаться в суд с апелляцией суда апелляци çырса яр
2. с кем-чем тыткала, усă кур; уметь обращаться с оружием хĕç-пăшалпа усă курма пĕл
3. 1 и 2 л. не употр. çӳре, çаврăн, çаврăнăшра пул; в стране обращаются новые деньги çĕршывра çĕнĕ укçа çӳрет

освоить

глаг. сов. (син. овладеть)
алла ил, вĕренсе çит; ĕçе кĕрт; освоить профессию профессие алла ил; освоено много новых земель çĕнĕ çĕрсем нумай ĕçе кĕртнĕ

основать

глаг. сов. (син. начать, учредить)
никĕсле, хыв, йĕркеле, пуçласа яр; основать новую фирму çĕнĕ фирма йĕркеле

открытие

сущ.сред.
1. (син. начало; ант. закрытие) пуçламăш; пуçлани, уçни; открытие выставки выставкăна уçни
2. открыти (çĕннине тĕпчесе пĕлни); новое открытие физиков физиксен çĕнĕ открытийĕ; сделать открытие открыти ту

открытый

прил., открыто нареч.
1. (ант. закрытый) уçă, уçса янă; открытая настежь дверь яри уçса янă алăк
2. (син. явный) уçă, тӳрĕ, кĕрет, пытарусăр; открыто высказывать свои мысли харпăр шухăшне пытармасăр кала ♦ открытая степь таса çеçен хир; открытый урок уçă урок (кăмăл тăвакансем итлемелли); открытый характер тарават кăмăл; открытый вопрос татăлман ыйту; открытое письмо уçă çыру (хаçатра пичетлени); на открытом воздухе уçă сывлăшра
глаг. сов.
1. (ант. закрыть) уç, чар, кар, уçса яр, уçса хур; открыть окно чӳрече уç; широко открыть рот çăвара карса пăрах
2. (син. задействовать) уç, хыв, пуçла, йĕркеле; открыть фирму фирма йĕркеле; открыть движение автобусов автобус çӳретме пуçла
3. уç, пĕл, туп, уçса пар, открыти ту; астрономы открыли новую звезду астрономсем çĕнĕ сçăлтăр тупнă ♦ открыть правду чăннине уçса кала; открыты новые возможности çĕнĕ майсем палăрчĕç

отрасль

сущ.жен.
отрасль (хуçалăхăн, ăслăлăхăн пысăк уйрăмĕ); новые отрасли промышленности промышленноçăн çĕнĕ отраслĕсем

партия

сущ.жен.
1. парти (политика организацийĕ); социал-демократическая партия социал-демократсен партийĕ; либерально-демократическая партия либерал-демократсен партийĕ; коммунистическая партия коммунистсен партийĕ
2. парти, ушкăн (пĕр ĕçри çынсен пĕрлешĕвĕ); поисковая партия шырав ушкăнĕ; партия спасателей çăлавçăсен ушкăнĕ
3. ушкăн; поступила новая партия товаров таварăн çĕнĕ ушкăнĕ килсе çитрĕ
4. парти, вăйă; сыграть партию в шахматы шахматла пĕр вăйă выля
5. парти, роль; партия скрипки сĕрме купас партийĕ; спеть партию Онегина Онегин ролĕнче юрла

перевести

глаг. сов.
1. кого çавăтса каçар; каçарса яр; перевести детей через улицу ачасене урам урлă каçарса яр
2. что куçар; перевести рассказ с английского языка на русский калава акăлчанларан вырăсла куçар
3. кого-что хускат, куçар; перевести стрелки часов сехет йĕпписене куçар; перевести учреждение в новое здание учреждение çĕнĕ çурта куçар; Петя переведён в пятый класс Петьăна пиллĕкмĕш класа куçарнă

перевод

сущ.муж.
1. (син. перемещение) куçару; куçарни (вырăнтан вырăна); перевод на новую должность çĕнĕ должноçа куçарни
2. куçару; куçарни (чĕлхерен чĕлхене); устный перевод сăмах вĕççĕн куçарни; сделать перевод куçар

перевыборы

сущ.множ.
çĕнĕ суйлав; перевыборы профсоюзного комитета профсоюз комитечĕн çĕнĕ суйлавĕ

перейти

глаг. сов.
1. что и через что каç, касса кай; перейти через овраг çырма урлă каç
2. куç, куçса кай; перейти в соседнюю комнату юнашар пӳлĕме куç; перейти на новую работу çĕнĕ ĕçе куç; перейти от слов к делу сăмахран ĕçе куç

пионер

сущ.муж., пионерка жен.
1. пуçаруçă, çĕнĕлĕхçĕ (çĕнĕ ĕçе пуринчен малтан пуçăнакан)
2. пионер (ача-пăча организацийĕнче тăракан)

повесть

сущ.жен.
повесть (прозăпа çырнă, романран пĕчĕкрех хайлав); новая повесть писателя çырăвçăн çĕнĕ повеçĕ

последний

прил.
1. юлашки, вĕçĕнчи; последний день недели эрнен юлашки кунĕ; последний раз юлашки хут
2. çĕнĕ; последний номер журнала журналăн çĕнĕ номере

придумать

глаг. сов.
ăсла, шухăшласа туп, шухăшласа кăлар; придумать новый способ çĕнĕ мел ăсла

признать

глаг. сов.
1. (син. узнать) палла, пĕл, палласа ил; признать по почерку çырнă тăрăх палласа ил
2. йышăн; признать свои ошибки харпăр йăнăшĕсене йышăн; новое правительство признано многими странами çĕнĕ правительствăна нумай çĕршыв йышăннă ♦ признать нужным кирлĕ тесе шутла

применить

глаг. сов.
усă кур, ĕçе яр; применить новый метод çĕнĕ меслетпе усă кур

разойтись

глаг. сов.
1. 1 и 2 л. не употр. салан, сирĕл; саланса кай, сирĕлсе пĕт; новость разошлась повсюду çĕнĕ хыпар пур çĕре те саланчĕ
2. с кем уйрăл, уйрăлса кай; супруги разошлись упăшкипе арăмĕ уйрăлнă
3. вăйлан, асса кай, алхасса кай; буря разошлась вовсю тавăл акăш-макăш алхасса кайрĕ

рекламировать

глаг. сов. и несов.
рекламăла, реклама ту, мухтаса сĕн; рекламировать новые товары çĕнĕ таварсене рекламăла

рекорд

сущ.муж.
рекорд (ĕçри, спортри чи пысăк çитĕнӳ); установить новый рекорд çĕнĕ рекорд ту

рецензия

сущ.жен.
рецензи, хаклав; хакласа çырни; рецензия на новую книгу çĕнĕ кĕнекене хакласа çырни

родиться

глаг. сов. и несов.
1. çурал; у них родилась дочь вĕçен хĕр ача çуралнă
2. 1 и 2 л. не употр. çурал, пуçлан, кун кур; рождаются новые традиции çĕнĕ йăла-йĕрке çуралать

свежий

прил.
1. чĕрĕ, пăсăлман; çĕнĕ; свежая рыба тин тытнă пулă; свежие фрукты чĕрĕ улма-çырла
2. уçă, сулхăн, сивĕрех; свежий ветер сивĕ сил; на свежем воздухе уçă сывлăшра, тулта
3. çĕнĕ; свежий номер газеты хаçатăн çĕнĕ номерĕ
4. таса, усă курман; свежая рубашка таса кĕпе ♦ со свежими силами çĕнĕ вăйпа; на свежую голову пуç ывăниччен; по свежим следам çийĕнчех

современный

прил., современно нареч.
1. (син. теперешний) хальхи, пирĕн вăхăтри; современная эпоха хальхи самана
2. (ант. отсталый) çĕнĕ, хальхи, малта пыракан; современные технологии малта пыракан технологисем

сцена

сущ.жен.
сцена (спектакль лартмалли лаптăк); на сцене театра идёт новый спектакль театр сцени çинче çĕнĕ спектакль пырать ♦ устроить сцену харкашса кай; сойти со сцены ĕçлеме пăрах

туалет

сущ.муж.
1. (син. одежда, гардероб) тумтир, çи-пуç; модный туалет модăллă çи-пуç; обновить туалет çĕнĕ тумтир туян
2. (син. уборная) туалет, уборнăй

употреблять

глаг. несов.
усă кур; ĕçе яр; употреблять в речи новые слова пуплевре çĕнĕ сăмахсемпе усă кур

хроника

сущ.жен.
1.хроника (пурнăçри ĕçсене вăхăт йĕркипе çырса кăтартнă хайлав); семейная хроника кил-йыш хроники
2. хыпарсем (хаçатри çĕнĕ хыпарсен уйрăмĕ); международная хроника тĕнче хыпарĕсем
3. хроника (паянхи событисене сăнлакан документла кĕске фильм); телевизионная хроника телевидени хроники

ценность

сущ.жен., множ. ценности
1. (син. стоимость) хак, хаклăх; картина большой ценности хаклă картина
2. чего (син. важность, значение) пĕлтерĕш; ценность новой технологии çĕнĕ технологи пĕлтерĕшĕ
3. обычно множ. хаклăх, хаклă япала; культурные ценности пурлăх

что

2. союз; переводится в соответствии с контекстом: Я сожалею, что опоздал Эпĕ кая юлнăшăн пăшăрханатăп; Он так изменился, что его не узнать Вăл палламалла марах улшăнса кайнă; Что ни день, приходят новые вести Кунсерен çĕнĕ хыпарсем килсе тăраççĕ

эксперимент

сущ.муж.
1. (çын. опыт) сăнав; химический эксперимент хими сăнавĕ
2. (син. попьтка) çĕнĕлĕх, пуçăну; тăрăшса пăхни, пуçăнни (çĕнĕ ĕçĕ); вложить деньги в рискованный эксперимент шанчăксăр çĕнĕлĕхе укçа хыв

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

абзац

абзац (1. çĕнĕ йĕрке; 2. икĕ çĕнĕ йĕрке хушшинчи текст, произведенин пĕчĕк сыпăкĕ).

автор

автор (кĕнеке е искусство произведенийĕ çыракан; пĕр-пĕр çĕнĕ теори, япала шухăшласа кăларакан); автор проекта проект авторĕ.

акклиматизировать

-рую к о г о, ч т о, с о в. и н е с о в. акклиматизациле, урăх климата хăнăхтар; çĕнĕ тавралăха хăнăхтар.

веяние

1. (тырă) сăвăрни; 2. çĕнĕ юхăм; новые веяния в искусстве искусствăри çĕнĕ юхăмсем.

вытеснение

1. хĕссе кăларни, хĕссе кăларса пыни, тĕртсе кăларни; 2. пăрахăçа кăларни; новая техника вытеснила старую çĕнĕ техника киввине пăрахăçа кăларчĕ.

обновлять

что несов., обновить, -влю сов. 1. ҫӗнет, юсаса ҫӗнет; 2. разг. çĕнĕ япалана пуҫласа тыткалама (тӑхӑнма) тытӑн.

предполагать

несов., предположить, -жу сов. шутласа хур, шутла; предполагаем работать по-новому çĕнĕ майпа ӗҫлеме шутлатпăр; предположим, что ты не виноват... калăпӑр, эсĕ айăплă мар...

творить

1. что несов., сотворить сов. ту; творить новую жизнь çĕнĕ пурнăç ту.

течение

1. юхни (юн, шыв), куçни (планетăсем); по течению (реки) шыва май, анаталла; против течения шыва хирĕç, тăвалла; 2. юхăм; тёплое течение ăшă юхăм; 3. перен. юхăм; литературное течение литературăри юхăм; политическое течение политикăри юхăм; идти против течения (перен.) юхăма хирĕç пыр (урăх никама пăхмасăр, хăвăн çулупа кай, пурнăçра çĕнĕ çул хыв); в течение нескольких лет темиçе çул хушши; с течением времени пыра-киле, пурăна-киле.

форма

1. форма, калăп, кап, кӳлепе, кĕлетке; земля имеет форму шара çĕр чăмăрĕ шар евĕрлĕ; 2. мĕнĕн те пулин тытăмĕ, структури; Советы явились новой революционной формой народного творчества Советсем халăх творчествин çĕнĕ революциллĕ форми пулса тăчĕç; 3. форма, пĕр тĕслĕ, пĕр евĕрлĕ касса çĕленĕ тумтир; 4. форма, тĕслĕх; заявление написано не по форме заявление форма тăрăх çырман; отрицательная форма грам. çуклă форма.

уживаться

с кем, с чем несов., ужиться, уживусь сов. 1. (пĕр-пĕринпе) килĕштерсе пурăн; 2. (çĕнĕ вырăнта) пурăнма хăнăхса çит.

устраиваться

несов., устроиться, -юсь сов. 1. майлаш, пул; дело устроилось так, как хотели ĕç хамăр тăвас тенĕ пек майлашрĕ; 2. вырнаç (çĕнĕ хваттере); 3. ĕçе кĕр, вырăна кĕр.

безвольный

çирĕп шухăшлă мар, сӳрĕк, хăй тĕллĕн çĕнĕ ĕçе тытăнма пултарайман (çын).

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

абзац

м. 1 çĕнĕ йĕрке; начать с абзаца çĕнĕ йĕркерен пуçла; 2. абзац (икĕ çĕнĕ йĕрке хушшинчи текст).

агглютинация

ж. агглютинаци (1. лингв. çĕнĕ сăмахсем е грамматика формисем сăмах тĕпĕ çумне аффикссем сыпăнса пынинпе пулни; 2. биол. шĕвекри частицăсем чăмăрккаланса ларни).

академизм

м. академизм (1. наукăра тата вĕренӳре теорие çеç тишкерни, практикăран уйрăм тăни; 2. искусствăра йышăннă классикăллă тĕслĕхсенчен, меслетсенчен иртмесĕр, çĕнĕ юхăмсене хирĕç тăни).

акклиматизировать

сов. и несов. 1. акклиматизациле, çĕнĕ климата хăнăхтар; 2. кого, перен. çĕнĕ условисене хăнăхтар (çынна).

акклиматизироваться

сов. и несов. 1. акклиматизицилен, çĕнĕ климата хăнăх (чĕрчунсемпе ӳсентăрнсем çинчен); 2. перен. урăх условисене хăнăх, çĕнĕ вырăнта пурăнма майлашса çит.

бал

м. бал, ташă каçĕ; новогодний бал çĕнĕ çул балĕ; кончен бал! пĕтрĕ!, пулчĕ!, çакăнтан юлтăр!

библиография

ж. библиографи (1. кĕнекесем çинчен çырса кăтартса указательсем хатĕрлес ĕç; 2. пĕр-пĕр ыйтупа çырнă кĕнекесен списокĕ; 3. журналăн çĕнĕ кĕнекесем çинчен каласа паракан пайĕ).

бросить

сов. 1. что, чем пер, ыват, пăрах; бросить камень чул ывăт; бросить палкой патакпа пер; бросить окурок пирус тĕпне пăрах; 2. кого-что (направить) яр; кĕрт; бросить в бой новые войска çапăçăва çĕнĕ çарсем кĕрт; 3. что и с неопр. (прекратить, покинуть) пăрах, чарăн, тух; бросить курить туртма пăрах; бросить службу ĕçрен тух; 4. что (оставить) пăрах, хăвар; враг бежал бросив оружие тăшман хĕçпăшалне пăрахсах тарнă; ◇ бросить взгляд пăхса ил; бросить жребий шăпа яр; бросить обвинение айăпла; бросить упрёк ӳпкеле; бросило в жар безл. вĕрилентерсе ячĕ; бросьте! чарăнăр!, çитĕ!; хоть брось пит начар, ниме юрăхсăр.

быт

м. пурнăç йĕрки, йăла, кулленхи пурнăç; домашний быт кил-çуртри пурнăç йĕрки; новый быт çĕнĕ йăласем; внедрять в быт йăлана кĕрт.

в

(во) предлог 1. с вин. п. (при обозначении направления действия на вопрос «куда»;) (н)а [(н)е]; войти в дом пӳрте кĕр; ехать в город хулана кай; поступить в университет университета кĕр; 2. с вин. п. (при обозначении изменения вида, состояния) (н)а, (н)е; превратиться в пар пăса тух, пăс пул; погрузиться в думы шухăша пут; 3. с вин. п. (при указании на характер игры) ла [ле]; играть в шахматы шахматла выля; играть в прятки пытанмалла выля; 4. с вин. п. (при указании на внешний вид): одеться в шубу кĕрĕк тăхăн; 5. с вин. п. (при указании на сходство): ребёнок весь в отца ача ашшĕне хывнă; 6. с вин. п. (при указании на кратность соотношений со словом «раз») ...хут; в три раза больше виçĕ хут пысăкрах (е нумайрах); 7. с вин. п. (при указании на количественный признак) ла [⸗лĕ]; комната в двадцать метров çирĕм метрлă пӳлĕм; 8. с вин. п. (при обозначении предмета у при посредстве которого совершается действие): смотреть в бинокль бинокльпе пăх; прыгать в окно чӳречерен сик; 9. с предл. п. (при обозначении места) ⸗та [⸗те], ⸗ра [⸗ре], ⸗че; жить в городе хулара пурăн; купаться в озере кулĕре шыва кĕр; 10. с предл. п. (при указании на внешний вид кого-чего-л.): ходить в новом костюме çĕнĕ костюмпа çӳре; яблони в цвету улмуççисем чечекре; 11. с предл. п. (при обозначении времени) та [⸗те], ⸗ра [⸗ре], ⸗че; в январе январьте; в двадцатом веке çирĕммĕш ĕмĕрте; 12. с предл. п. (при обозначении расстояния от чего-л.) та [⸗те], ⸗ра [⸗ре]; в двух километрах от города хуларан икĕ çухрăмра; в пяти минутах ходьбы отсюда кунтан пилĕк минут утмалăх; в качестве кого-чего-л. шутĕнче, пулса; в насмешку кулса; в течение чего л. хушшинче; в том числе вăл шутра; в конце концов юлашкинчен; во-первых пĕрремĕшĕнчен; во-вторых иккĕмĕшĕнчен.

ввести

сов. 1. кого-что кĕрт, илсе кĕрт; яр; ввести войска в город çарсене хулана кĕрт; ввести корабль в гавань карапа гаване кĕрт; ввести глюкозу в вену венăна глюкоза яр; 2. кого-что (включить в число кого-чего-л.) кĕрт, йышăн; ввести в состав комиссии комисси составне кĕрт; ввести в свою семью хăвăн çемйӳне йышăн; 3. кого-что (привести в какое-л. состояние) ввести в обман ултала; ввести в заблуждение тĕрĕс мар ăнлантар; ввести в расход тăкаклантар; 4. что (установить, внедрить) пурнăçла, пурнăçа кĕрт; ввести новые методы çĕнĕ меслет йышăн; 5. что ĕçе яр, хута яр, йышăн; ввести в эксплуатацию электростанцию электростанцие ĕçе яр; ввести во владение (или в наследство) ...çине куçар (çурт-йĕре); ввести в дом (познакомить) паллаштар; ввести в курс дела ĕçпе паллаштар.

влить

сов. что 1. яр; влить в рот çăвара яр; 2. перен. (пополнить) хутшăнтар, хуш; влить пополнение в отряд отряда çĕнĕ вăй хуш.

влиться

сов. 1. юхса кĕр (шыв); 2. перен. (войти, пополнив) кĕр, хутшăн, хушăн; в коллектив влились свежие силы коллектива çĕнĕ вăй хутшăнчĕ.

воз

м. 1. лав, тиевлĕ лав; 2. (мера груза) лав; воз сена пĕр лав утă; 3. перен. разг. (множество) лав, купа; воз новостей пĕр лав çĕнĕ хыпар.

вооружить

сов. кого-что 1. хĕçпăшаллантар; вооружить армию çара хĕçпăшаллантар; 2. (снабдить) хĕçпăшаллантар, пуянлат, тăрат; вооружить промышленность новой техникой промышленноçа çĕнĕ техникăпа пуянлат; 3. перен. (восстановить против кого-чего) хирĕç тăрат, хĕтĕрт.

вооружиться

сов. 1. хĕçпăшаллан; 2. чем (снабдиться) ил, тыт, туян, пуянлан, хĕçпăшаллан; идти, вооружившись палкой туя тытса ут; вооружиться новой техникой çĕнĕ техника туян; 3. против кого-чего, перен. (восстать, ополчиться) хирĕç тар, хирĕçле; против этого мнения вооружились все ку шухăша пурте хирĕçлерĕç; вооружиться терпением чăтăмлă пул.

вселить

сов. 1. кого-что (поселить) кĕртсе вырнаçтар (хваттере); вселить новых жильцов хваттере çĕнĕ çынсем вырнаçтар; 2. что, перен. (внушить) вĕрент, вăрат, пар; вселить надежду шантар, шанăç пар; вселить страх хăрана ерт.

вселиться

сов. 1. (поселиться) кĕр, вырнаç (хваттере); вселиться в новую квартиру çĕнĕ хваттере вырнаç; 2. перен. (появившись, укрепиться) вăран, пуçла; в меня вселилась уверенность эпĕ иккĕленме пăрахрăм; в сердце вселилась тревога ăш вĕçрĕ.

вспрыснуть

сов. что 1. чем сирпĕт, пĕрхĕт, пĕрĕх; вспрыснуть одеколоном одеколонпа пĕрхĕт; 2. разг. (впрыснуть) яр, эмел яр (юн тымарне е ут ăшне); 3. перен. разг. шутл. (отметить выпивкой) çу; вспрыснуть покупку çĕнĕ япалана çу.

встать

сов. 1. тăр, çĕклен; встать с места вырантан тăр; встать из-за стола сĕтел хушшинчен тăрса тух; встать с постели вырăн çинчен тăр; он встал с зарёю вăл шуçăмлах тăчĕ; 2. (подняться на борьбу) тăр, тух, çĕклен; встать на защиту родины тăван çĕршыва сыхлама çĕклен; 3. (взойти) тух; солнце встало хĕвел тухрĕ; 4. перен. (возникнуть) сиксе тух, килсе тух; встали новые трудности çĕнĕ йывăрлăхсем сиксе тухрĕç; 5. (ступить на что-л., стать где-л.) тар, хăпарса тăр; встать на стул пукан çине хăпарса тăр; встать за дверью алăк хыçне тăр; 6. (стоя уместиться) вырнаç, кĕр, шăнăç; стол встанет между окнами сĕтел ик чӳрече хушшине вырнаçать; 7. (приступить к чему-л.) тар, тытăн, пуçла; встать за станок станок умне тăр; 8. разг. (перестать действовать, течь) чарăн, лар; мотор встал мотор чарăнчĕ; ночью часы встали çĕрле сехет чарăнса ларнă; Волга встала Атăл ларнă; встать на колени чĕркуçлен, чĕркуççи çине тăр: встать на чью-либо сторону кам майлă та пулин пул; встать поперёк дороги чăрмантар, çула урлă тăр; дорого встанет хакла ларать.

встреча

ж. 1. тĕлпулу, курнăçу, тĕл пулни, курнăçни; неожиданная встреча кĕтмен тĕлпулу; встреча с писателями писательсемпе тĕл пулни; вечер встречи курнăçу каçĕ; 2. (приём прибывших) кĕтсе илни; встреча делегатов делегатсене кĕтсе илни; встреча Нового года Çĕнĕ çула кĕтсе илни.

вступить

сов. во что 1. прям. и перен. кĕр, пырса кĕр; вступить в лес вăрмана пырса кĕр; вступить в новый период çĕнĕ тапхăра куç; 2. (ступить куда-л.) пус, тăр, кĕрсе тăр, хăпарса тăр; вступить на лестницу пусма çине хăпарса тăр; 3. (стать членом, участником чего-л.) кĕр; вступить в партию партие кĕр; 4. с предлогом в (начать что-л.): вступить в переписку çыру çӳрете пуçла; вступить в переговоры калаçу пуçар; вступить в разговор калаçăва хутшăн; вступить в берега çырана кĕр (шыв); вступить в брак мăшăрлан; вступить в должность (пĕр-пĕр) ĕçе тытăн (е кĕр); вступить в свои права вăй ил; вступить в (законную) силу вăя кĕр; вступить на престол патшана лар; вступить на путь чего-либо мĕнле те пулин çул çине тăр.

вывести

сов. 1. кого-что (увести откуда-л.) илсе (е çавăтса) тух; вывести коня из конюшни лашана витерен çавăтса тух; вывести войска из города çарсене хуларан кăлар; 2. кого (исключить): вывести из состава правления правлени составĕнчен кăлар; 3. что (сделать вывод) кăлар, пĕр-пĕр шухăш патне пыр, вывод ту; вывести формулу формула кăлар; вывести общее заключение пĕтĕмĕшле шухăш патне пыр; 4. кого (произвести на свет детёнышей о птицах) кăлар; вывести птенцов чĕпĕ кăлар; 5. кого-что (вырастить) ӳстер, ĕрчет; вывести новую породу скота çĕнĕ ăратлă выльăх ӳстер; 6. что (построить) ту, ларт, туса ларт; вывести новый дом çĕнĕ çурт ларт; 7. кого-что (истребить) пĕтер; (очистить) тасат, яр; вывести мышей шăшисене пĕтер; вывести пятно вараланă вырăна тасат; 8. что (старательно написать, нарисовать, спеть) тăрăшса çыр (е ӳкер, юрла); вывести каждую букву кашни саспаллине тăрăшса çыр; 9. кого-что (изобразить в литературном произведении) сăнла, сăнарла, ӳкер; вывести наружу что-л. çиеле кăлар; вывести в люди кого-л. çын ту; вывести из себя тарăхтарса çитер; вывести из строя см. строй; вывести из терпения тарăхтарса çитер; вывести на дорогу тĕрĕс çул çине кăлар; вывести на чистую (или свежую) воду кого-л. тăрă шыв çине кăлар; вывести на орбиту орбитăна кăлар.

выдумать

сов. что 1. (придумать, догадаться) шухăшласа кăлар (е туп), ăсла, ăсласа кăлар; выдумать новую игру çĕнĕ вăйă шухăшласа кăлар; 2. (налгать) суй, туртса кăлар, шухăшласа кăлар; пороха не выдумает тавçăрса илес çук, ăса çитес çук (çын çинчен).

выпустить

сов. 1. кого-что кăлар, яр, кăларса яр; выпустить кошку из комнаты кушака тула кăлар; выпустить скотину на поля выльăхсене уя яр; выпустить воду из ванны ваннăран шыв юхтарса кăлар; 2. кого-что (упустить из рук) вĕçерт, яр; выпустить из рук вожжи тилхепене алăран вĕçерт; 3. кого (отпустить на свободу) кăлар, ирĕке кăлар; выпустить из тюрьмы тĕрмерен кăлар; 4. кого (из учебного заведения) вĕрентсе кăлар; выпустить из училища училищăрен вĕрентсе кăлар; 5. что (выработать, пустить в обращение) кăлар, туса кăлар; выпустить новую продукцию çĕнĕ продукци туса кăлар; выпустить книгу кĕнеке кăлар; выпустить заём заём кăлар; 6. что (исключить) кăларса пăрах; выпустить главу из книги кĕнекен пĕр сыпăкне кăларса пăрах; 7. что (выставить наружу) кăлар, кăларса яр; выпустить когти чĕрнесене кăлар; выпустить снаряд (или заряд, пулю и т. п.) персе яр; выпустить в свет пичетлесе кăлар; выпустить из рук алăран вĕçерт, харама яр; выпустить из памяти манса кай.

выселки

мн. (ед. выселок м.) выçăлккă, çĕнĕ ял.

вытеснить

сов. 1. кого тĕксе (е хĕссе) кăлар; вытеснить из очереди черетрен хĕссе кăлар; 2. кого-что (заменить собою) çиеле тух, хупласа хур, пăрахăçа кăлар; новая техника вытеснила старую çĕнĕ техника киввине хĕссе кăларчĕ.

год

м. 1. (род. п. мн. лет) çул; прошлый год пĕлтĕр; нынешний год кăçал; будущий год килес (е çитес) çул; мальчику два года ача иккĕре (е икĕ çулта); 2. мн. года и годы (период времени) тапхăр, вăхăт, çулсем; годы гражданской войны граждан вăрçи тапхăрĕ; ◇ високосный год см. високосный; круглый год çулталăкĕпех; Новый год Çĕнĕ çул (январей 1-мĕшĕ); учебный год вĕренӳ çулĕ; в годах çулланнă; не по годам çулне кура мар; с годами çул иртнĕçем; без году неделя нумаях та пулмасть; год от году (или от года) çулсерен, кашни çул; год на год не приходится çулпа çул пĕр килмест; из года в год кашни çул.

дедукция

ж. дедукци (пĕлсе тăракан пĕтĕмĕшле положенисенчен çĕнĕ положенисем тупса кăлармалли логика меслечĕ; индукцие хирĕçле шухăшлав меслечĕ).

демонстрация

ж. 1. демонстраци; первомайская демонстрация майăн пĕрремĕшĕнчи демонстраци; 2. (показ) демонстрацилени, кăтартни; демонстрация нового фильма çĕнĕ фильм кăтартни; 3. воен. демонстраци (тĕп çапăçу пулас вырăна тăшман ан асăрхатăр тесе, урăх вырăнта çапăçни).

демонстрировать

сов. и несов. 1. (принять, принимать участие в демонстрации) демонстрацие тух, демонстрацире пул; 2. кого-что (показать, показывать) кăтарт; демонстрировать новую кинокартину çĕнĕ кинокартина кăтарт.

ёлка

ж. 1. см. ель; 2. (праздничная) ёлка; новогодняя ёлка çĕнĕ çул ёлки.

завершиться

сов. вĕçлен; год завершился новыми успехами çулталăк çĕнĕ çитĕнӳсемпе вĕçленчĕ.

завести

сов. 1. кого (увести, привести) ертсе кай, илсе кай (е кил, кĕр); 2. кого, разг. (отвести попутно) ярса хăвар, кĕртсе хăвар, леçсе хăвар (çула май); завести ребёнка в детсад ачана ача садне кĕртсе хăвар; 3. что (отвести движением часть тела) пар, çавăрса тыт, яр (аяккалла, хыçалалла); завести руку назад алла хыçалалла çавăрса тыт; 4. что (устроить, основать, обзавестись чем-л.) çавăр, туян, ларт, уç; завести овец сурăх туянса яр; 5. что (установить, ввести) ту, йăлана кĕрт; завести новые порядки çĕнĕ йĕрке туса хур; 6. что (начать) тапрат, пуçла; завести разговор сăмах тапрат; 7. что (привести в действие механизм) яр; завести часы сехет яр; ◇ завести тесто чуста ларт (е хур); завести глаза см. закатить; завести в тупик аптратса çитер; йывăрлăха кĕртсе ӳкер.

завестись

сов. 1. (появиться) тупăн, ер, ĕрче, хуна; (организоваться, устроиться) йĕркеленсе кай; в доме завелись мыши çурта шăшисем ерчĕç; 2. разг. (установиться, начаться) пуçланса кай; завелись новые порядки çĕнĕ йĕрке пуçланса кайрĕ; 3. (начать действовать) ĕçлеме пуçла; мотор завёлся сразу мотор çийĕнчех тапранса кайрĕ.

заказ

м. заказ; получить новые заказы çĕнĕ заказсем ил; ◇ на заказ ятарласа, ятнех; по заказу заказ парса, заказласа.

закал

м. 1. хĕртни, хĕртсе çирĕплетни, шăварни; сталь крепкого закала хытă хĕртнĕ хурçă; 2. перен. (выдержка) çирĕплĕх; ◇ люди нового закала çĕнĕлле пурăнакан (е çĕнĕ йышши) çынсем.

заселить

сов. что 1. (населить) куçар; вырнаçтар, яр; заселить дом жильцами çурта çынсене пурăнма яр; 2. (занять) вырнаç, йышăн; рабочие заселили новый дом рабочисем çĕнĕ çурта вырнаçнă.

известие

с. 1. хыпар, сас-хура, пĕлтерӳ; передача последних известий (по радио) çĕнĕ хыпарсем пĕлтерни; сообщить известия лам яр; какие известия? мĕн хыпар пур?; 2. только мн. известия (И прописноепериодическое издание) хыпарсем; Известия Академии наук Наукăсен академийĕн хыпарĕсем.

изобрести

сов. что шухăшласа (е ăсласа) кăлар, шухăшласа туп; изобрести новую машину çĕнĕ машина шухăшласа кăлар.

изобретение

с 1. по гл. изобрести; 2. (изобретĕнная вещь) шухăшласа кăларнă япала, изобретени; новые изобретения çĕнĕ изобретенисем.

изыскивать

несов. 1. см. изыскать; 2. что (производить исследования) шыра (тĕпчесе тишкерсе); изыскивать новые методы çĕнĕ меслетсем шыра.

инсценировка

ж. 1. по гл. инсценировать; инсценировка рассказа калава инсценировкăлани; 2. (постановка) инсценировка; в театре была поставлена новая инсценировка театрта çĕнĕ инсценировка лартса панă.

испытать

сов. 1. кого-что (испробовать) сăна, тĕрĕсле; испытать мотор мотор тĕрĕсле; испытать нового работника çĕнĕ работника сăнаса пĕл; испытать чью-л. выносливость тӳсĕмлĕх тĕрĕсле; 2. что (пережить; ощутить) кур, тӳссе (е чăтса) ирттер; испытать лишения йывăрлăх тӳссе кур; испытать нужду нуша кур, тертлен; испытать недостаток в чём-л. хĕсĕн, аптра (мĕн те пулин çитменнипе); испытать радость савăн, хĕпĕрте; испытать счастье ĕрехетлен; испытать раздражение вĕчĕрхен; испытать сильную жажду шыв ĕçесшĕн çун.

исследовать

сов. и несов. кого-что 1. (изучить, изучать) тĕпче, тишкер, тĕпчесе пĕл; исследовать язык чĕлхе тĕпче; 2. (осмотреть, осматривать) тĕрĕсле, тишкер, пăх; исследовать новую машину çĕнĕ машинăна тишкер; исследовать больного чирлĕ çынна тĕрĕсле.

конструкция

ж. 1. (устройство) конструкци; конструкция моста кĕпер конструкцийĕ; самолёт новой конструкции çĕнĕ конструкциллĕ самолёт; 2. обычно мн. конструкции конструкцисем; железобетонные конструкции тимĕр-бетон конструкцисем; 3. грам. конструкци, сăмахсен майлашăвĕ.

кооптация

ж. кооптаци (пĕр-пĕр суйланă органа çĕнĕ членсене суйлавçăсенчен ыйтмасăрах кĕртни).

корень

м. 1. тымар, тĕп, шăл, кăк, кут; мочковатый корень лăс тымар; корень яблони улмуççи тымарĕ; пять корней груш пилĕк тĕп груша; корень лука сухан шăлĕ; корень зуба шăл кăкĕ (е тĕпĕ); корни волос çӳç кăкĕ (е тĕпĕ); 2. перен. (начало) пуçламăшĕ, тĕпĕ, никĕсĕ (çĕнĕ йăлан); (источник) сăлтав (инкекĕн); корень зла инкек-синкек сăлтавĕ; 3. грам. тымар (сăмахăн); 4. мат. Корень; ◇ в корне пачах, пĕтĕмпех, тĕпренех, пĕртте; он в корне не согласен вăл пачах килĕшмест; на корню вырман (тырă), çулман (курăк); вырвать с корнем тымарĕ-мĕнĕпех тăпăлтарса кăлар, тĕпĕ-йĕрĕпех пĕтер; пустить корни тымар яр, тымарлансах лар, çирĕпленсех лар; краснеть до корней волос пуç тӳпине çитиччен хĕрелсе кай.

короб

м. 1. кунтă, кирпет, ырçă, хуп арча, пурак; 2. (кузов экипажа) кăрман; çатан; 3. в знач. нареч. коробом разг. каркаланса, карăнса (тумтир çинчен); ◇ целый короб новостей пĕр карман (е пĕр лав) çĕнĕ хыпар; с три короба наговорить пит нумай каласа тултар.

красный

прил. 1. хĕрлĕ, хĕрлемес; красная краска сентел; красный от волнения хумханнипе хĕрелсе кайнă; 2. в знач. сущ. красные мн. хĕрлисем; 3. уст. поэт. илемлĕ, хитре, ытарма çук; красные девицы сарă хĕрсем; 4. поэт. çутă, йăлтăр; красное солнышко çут хĕвел; ◇ красная доска хĕрлĕ хăма; красный перец хĕрлĕ пăрăç; красная верба хĕрлĕ çӳçе; красное дерево хĕрлĕ йывăç; красный лес хыр-чăрăш вăрманĕ; красное вино хĕрлĕ эрех; красная икра хĕрлĕ вăлча; красная строка çĕнĕ йĕрке; для красного словца сăмах илемĕшĕн; красный уголок хĕрлĕ кĕтес; красная цена чи лайăх хак; красный петух хĕрлĕ автан, вут-кăвар; долг платежом красен посл. çăкăр-тăвар хире-хирĕç; на миру и смерть красна посл., халăх çинче вилме те лайăх.

кризис

м. в разн. знач. кризис; правительственный кризис правительство кризисĕ (кивĕ правительство отставкăна кайма йышăннă, анчах çĕнĕ правительствăна йĕркелесе çитермен тапхăр); политический кризис политика кризисĕ (халăх массисем правительство политикипе килĕшмесĕр пăлханнă лару-тăру); экономический кризис экономика кризисĕ.

манер

м. разг.: на манер чего-л. майлă, евĕрлĕ, манерлĕ, пек; повязать полотенце на манер передника алшăллине саппун евĕр çых; на новый манер çĕнĕлле, çĕнĕ майлă; таким манером çапла майпа.

модель

ж. 1. (образец) модель, тĕслĕх; ĕлке; выставка моделей женского платья хĕрарăм кĕпи-тумтирĕ тĕслĕхĕсен выставки; 2. (схема) модель; модель машины машина моделĕ; 3. (тип, марка) модель; трактор новой модели çĕнĕ йышши трактор; 4. иск. ӳкерекен япала, модель; 5. тех. калăп, ĕлке; отлить по модели калăп тăрăх шăратса ту.

модерн

м., в знач. прил. нескл. модерн, çĕнĕ стиль; стиль модерн ку чухнехи стиль, çĕнĕ стиль; дом в стиле модерн çĕнĕ стильпе тунă çурт.

модернизм

м. иск. модернизм (Европа искусствинче иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче пуçланнă çĕнĕ стиль).

молодой

прил. 1. (по возрасту) çамрăк, яш; пĕчĕк; молодой человек çамрăк çын; молодой бычок çамрăк вăкăр; молодые берёзки пĕчĕк хурăнсем; 2. (присущий молодости) çамрăкла, яш-кĕрĕме тивĕç; молодой задор çамрăкла хастарлăх; 3. (недавно работающий) çамрăк; молодые специалисты çамрăк специалистсем; 4. (недавно появившийся, созревший) çĕнĕ, тин тунă, çамрăк; молодой месяц çĕн уйăх; молодой картофель çĕн улма; молодое пиво çĕн сăра; 5. в знач. сущ, молодой м., молодая ж. кĕçĕн çын; кĕçĕн çын упăшки, тин авланнă çын; молодые мн. çамрăк мăшăр; из молодых, да ранний çамрăк пулсан та пултаруллă; молодо-зелено симĕс, ăса кĕмелĕх ӳсмен.

надстройка

ж. 1. по гл. надстроить; надстройка новых этажей çĕнĕ хутсем (е этажсем) туса лартни; 2. (надстроенная часть) çине туса лартнă пай (е хут); 3. филос. надстройка; базис и надстройка базиспа надстройка.

накануне

нареч. пĕр кун малтан, ыран тенĕ чух, (умĕнхи) каç; накануне он был здоров пĕр кун малтан вăл сывăччĕ; 2. предлог с род. п. умĕн, пуçланас умĕн; накануне Нового года Çĕнĕ çул каç; накануне праздника яв умĕн.

народиться

сов. 1. çуралса ӳс (е çитĕн, тул); 2. перен. (возникнуть) çурал, пулса кай, тух; месяц народился çĕнĕ уйăх пулчĕ.

насмотреться

сов. 1. на кого-что (вдоволь посмотреть) курса (е пăхса) тăран, тăраниччен кур (е пăх); 2. кого-чего (много увидеть) нумай кур; насмотреться новых кинокартин çĕнĕ кинокартинăсем нумай кур.

начаться

сов. пуçлан, пуçăн, тытăн, тапран, пуçланса (е пуçăнса, тытăнса) кай; начался новый учебный год çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланчĕ; начался дождь çумăр тапранчĕ.

ненадёванный

прил. разг. тăхăнман, çĕнĕ.

неологизм

м. лингв. неологизм (чĕлхери çĕнĕ сăмах).

новаторский

прил. новатор ⸗ĕ [⸗и], новаторла, çĕнĕ, çĕнĕлле; новаторский почин новатор пуçарăвĕ.

новенький

прил. 1. ласк. см. новый; 2. в знач. сущ. новенький м., новенькая ж. разг. çĕнĕ çын, çĕнни.

новизна

ж. çĕнĕлĕх, çĕнĕ йĕрке (е йăла).

новичок

м. разг. çĕнĕ çын, çĕнĕрен килнĕ çын.

ново

хутлă сăмахсен «çĕнĕрен», «пĕрремĕш хут» е «хальхи», «çĕнĕ » пĕлтерĕшлĕ пĕрремĕш пайĕ: новоизобретённый çĕнĕрен шухăшласа кăларнă; новогреческий хальхи грек ⸗ĕ [⸗и].

новобранец

м. çĕнĕ салтак, салтак ачи.

новобрачный

прил. 1. халь çеç мăшăрланнă (е авланнă, качча кайнă); 2. в знач. сущ. новобрачные м. кĕçĕн çын упăшка, халь çеç авланнă каччă; новобрачная ж. çĕнĕ (е кĕçĕн) çын.

нововведение

с. çĕнĕлĕх, çĕнĕ йĕрке (е йăла).

новогодний

прил. çĕнĕ çул ⸗ĕ [⸗и], çĕнĕ çулхи; новогодний подарок çĕнĕ çул парни.

новоиспечённый

прил. шутл. 1. тин çеç пулнă, вĕр-çĕнĕ; новоиспечённый доктор вĕр-çĕнĕ тухтăр; 2. (недавно сделанный) тин çеç тунă (е хатĕрленĕ); новоиспечённый проект тин çеç хатĕрленĕ проект.

новообразование

с. çĕнĕ япала, хальтерех пулнă япала.

новоселье

с. 1. (новое жилище) çĕнĕ кил-çурт (е хваттер); 2. (празднование) çĕнĕ пӳрт ĕçки (е уявĕ).

новостройка

ж. (новое здание) çĕнĕ çурт; 2. (строительство) çĕнĕ çурт-йĕр лартни; работать на новостройке çĕнĕ çурт лартнă çĕрте ĕçле.

новость

ж. 1. çĕнĕлĕх, хахать, çĕнĕ япала; новости науки и техники наукăпа техника çĕнĕлĕхĕсем; 2. (известие) çĕнĕ хыпар; последние новости юлашки хыпарсем; вот новость! ак тата!, ку мĕн тата!

новшество

с. çĕнĕлĕх, çĕнĕ йĕрке (е йăла).

новый

прил. 1. в разн. знач. çĕнĕ; новый шкаф çĕнĕ шкап; новый учитель çĕнĕ учитель; новый метод çĕнĕ меслет; 2. в знач. сущ. новое с. çĕнни; борьба нового со старым çĕнни киввипе кĕрешни; что нового? çĕнни мĕн пур?

новь

ж. с.. 1. çĕнĕ çĕр, уçман çерем, халиччен сухаламан çĕр; 2. перен. (новое) çĕнĕлĕх, çĕнĕ пурнăç.

нэп

м. (новая экономическая политика) ист. 1. нэп (çĕнĕ экономика политики); 2. разг. (время) нэп вăхăчĕ.

обновка

ж. разг. çĕнĕ тумтир, тин туяннă япала.

обогатиться

сов. 1. (разбогатеть) пуй, пуйса кай, муллан, хăймалан; 2. перен. пуянлан, ӳсĕн; страна обогатилась новыми кадрами çĕршыв çĕнĕ кадрсемпе пуянланчĕ; 3. горн. пахалан.

обойти

сов. 1. что и без доп. (пройти вокруг чего-л.) çӳресе çаврăн, йĕри-тавра утса тух, çаврăнса иртсе кай; обойти вокруг озера кӳлĕ тавра çаврăнса ирт; 2. что (пройти стороной, минуя) çумĕнчен (е аякран) пăрăнса ирт; обойти город с юга хулана кăнтăр енчен пăрăнса ирт; 3. что, перен. пăрăн, пăрăнса ирт; обойти щекотливый вопрос молчанием чăркăш ыйту çинчен ним шарламасăр иртсе кай; обойти затруднение чăрмавран пăрăнса ирт; 4. кого-что, перен. (опередить) ирт, иртсе кай, мала тух; 5. кого-что (пройти все пространство; побывать) çӳресе тух, çаврăнса çӳресе тух; обойти лес пĕтĕм вăрмана çаврăнса тух; 6. кого (оставить без награды) памасăр хăвар, катăк ту; 7. кого-что (распространиться) сарăл, сарăлса çит; новость обошла весь район çĕнĕ хыпар пĕтĕм района саралнă; 8. кого-что, воен. хыçалтан пыр, хыçне ӳк.

оборудование

с. 1. по гл. оборудовать; 2. (приборы) обрудовани, хатĕр-хĕтĕр; получить новое оборудование çĕнĕ оборудовани ил.

образец

м. 1. ĕлке, тĕслĕх; образец кожи тĕслĕх тир; 2. (устройство, вид) евĕр, йышши, тĕс, май; ткани новых образцов çĕнĕ йышши пир-авăр; дом выстроен по старинному образцу çурта кивĕлле тунă.

обращение

с. 1. по гл. обратиться и обращаться; обращение простых дробей в десятичные ахаль ваксене вуншарлă ваксене куçарни; 2. (призыв, просьба) чĕнӳ, чĕнни, чĕнсе калани; 3. (обхождение) тытни, тыткалани, пăхни, пулни; хорошее обращение с детьми ачасемпе лайăх пулни; 4. эк. çаврăнăш, çаврăнни; обращение товаров тавар çаврăнăшĕ; 5. (употребление) ĕçе яни, усă курни; пустить в обращение новое слово çĕнĕ сăмахпа усă курма пуçлани; 6. грам. обращени, чĕнӳ.

обрести

сов. кого-что туп, туян; обрести счастье телей туп; обрести новых друзей çĕнĕ туссем туп.

обыграть

сов. 1. кого-что выляса ил, выляса çĕнтер; обыграть в шашки шашкăлла выляса çĕнтер; 2. что, разг. (инструмент) каласа уçăлтар, усă калакан ту; обыграть новую скрипку çĕнĕ сĕрме купăса каласа уçăлтар.

ознаменовать

сов. что 1. (явиться выражением чего-л.) пĕлтер, палăртса тăр; ознаменовать новый этап çĕнĕ тапхăра палăрт; 2. (отметить чем-л.) уявла, уяв ту, палăрт; ознаменовать праздник трудовыми победами уява ĕçри çитĕнӳсемпе палăрт.

опробовать

сов. что сăна, сăнаса пăх; опробовать новую машину çĕнĕ машинăна сăнаса пăх.

ориентироваться

сов. и несов. 1. в чём, по чему чухласа ил, çул туп, вырăна палласа ил; ориентироваться в темноте тĕттĕмре çул туп; 2. в чём ăнлан, чухласа ил; ориентироваться в новой обстановке çĕнĕ лару-тăрăва ăнланса ил; 3. на кого-что куç тыт, тĕл тыт, шута ил; ориентироваться на массового читателя вулакансен анлă массисене шута ил.

освоение

с. по гл. освоить; освоение целины çерем çĕре акма пуçлани; освоение новой техники çĕнĕ техникăна алла илни.

освоить

сов. что алла ил, усă курма вĕрен; ăнкар, ăнкарса ил; освоить новое производство çĕнĕ производствăна алла ил.

осмотреться

сов. 1. пăхса çаврăн, тавралла пăхса ил; 2. перен. (привыкнуть) паллаш, хăнăх, пăхса кур; в новом городе çĕнĕ хулапа паллаш.

основаться

сов. 1. (возникнуть) пулса (е пуçланса) кай; 2. (поселиться) вырнаç, вырнаçса лар, никĕслен; основаться на новом месте çĕнĕ çĕре вырнаç.

открыть

сов. 1. что. прям. и перен. уç; открыть дверь алăк уç; открыть путь çул уç; 2. (раскрыть) кар, уç; открыть рот çăвара кар; 3. разг. (ввести в действие, пустить) яр, уçса яр; открыть воду шыв уçса яр; 4. (положить начало чему-л.) уç, пуçла; открыть новую школу çĕнĕ шкул уç; открыть собрание пуху уç; 5. (обнаружить) туп, уç; открыть залежи руды руда вырăнне туп; ◇ открыть Америку ирон. Америка уç (тахçанах паллă япала çинчен çĕнĕрен пĕлтернĕ пек кала); открыть глаза кому-л. куçне уç, тĕрĕссине каласа пар.

пара

ж. 1. (комплект) мăшăр; (предмет с соединёнными частями) пĕр; соединять в пары мăшăрла; пара сапог пĕр мăшăр атă; пара трусов пĕр трусси; 2. разг. (два) иккĕ, ик(ĕ); пара яблок икĕ панулми; 3. (упряжка) пар; запрячь пару лошадей пар лаша кӳл; 4. (два живых существа как одно целое) мăшăр, йыш; (одно из этих существ) тус, юлташ, мăшăр; супружеская пара мăшăр, арăмĕпе упăшки; счастливая пара телейлĕ мăшăр; без пары пĕччен, хăраххăн, мăшăрсăр; 5. в знач. сказ. разг. мăшăр; он ей не пара или она ему не пара вăл ăна мăшăр мар; 6. костюм (шăлаварпа пиншак); он в новой паре вăл çĕнĕ костюмпа; ◇ в паре пĕрле, иккĕн (кампа та пулин); пара пустяков ним те мар; два сапога пара соотв. çӳпçипе хупăлчи; на пару слов пĕр-ик сăмах калама.

первопуток

м. разг. тин ларнă (е çĕнĕ, малтанхи) çуна çулĕ.

перебраться

сов. 1. урлă каç; перебраться через овраг çырма урлă каç; 2. разг. (переместиться) куç, куçса кай (е кил); перебраться на новую квартиру çĕнĕ хваттере куç.

перевооружение

с. по гл. перевооружить(-ся); техническое перевооружение çĕнĕ техникăпа хĕç-пăшаллантарни.

перевыборный

прил. çĕнĕрен суйлама тунă; перевыборное собрание çĕнĕ суйлав пухăвĕ.

перевыборы

мн. çĕнĕ суйлав, тепре (е çĕнĕрен) суйлани.

перегон

м. 1. по гл. перегнать; перегон скота выльăха хăваласа куçарни (çĕнĕ çĕре); 2. (участок пути) пĕрешке; дать отдых лошадям после одного перегона пĕр пĕрешке кайсан, лашасене кантар.

передать

сов. 1. кого-что (отдать, вручить кому-л.) пар, илсе пар, яр; передать из рук в руки алăран алла пар; 2. что (сообщить, пересказать) каласа яр, кала, яр; передать привет салам кала; 3. что (изобразить, воспроизвести) кăтартса (е сăнласа, ӳкерсе) пар; передать красоту родной земли тăван çĕршыв илемне кăтартса пар; 4. что (распространить) пар, пĕлтер, яр; передать последние известия çĕнĕ хыпарсем пĕлтер; передать из уст в уста ламран лам яр; передать по радио радиопа пар; 5. что (какие-л. свойства, признаки, качества) ерт, кӳр, куçар; передать инфекцию чир ерт; 6. кого-что (направить) пар; передать дело в суд ĕçе суда пар; 7. что, разг. (дать лишнее) ытлашши пар; передать пять рублей пилек тенкĕ ытлашши пар.

переезд

м. 1. по гл. переехать; переезд на новую квартиру çĕнĕ хваттере куçни; 2. (место) каçă, каçмалли вырăн; железнодорожный чугун çул урлă каçмалли вырăн.

переименовать

сов. кого-что ятне улăштар; çĕнĕ (е урăх) ят пар.

переквалифицировать

сов. и несов. кого-что çĕнĕ квалификаци пар, çĕнĕ (е урах) профессие вĕрент.

переквалифицироваться

сов. и несов. çĕнĕ квалификаци туян, урăх профессие вĕрен (е куç).

перекочевать

сов. 1. куç, куçса кай (урăх вырăна); 2. разг. (переехать) куç (урăх ĕçе, хваттере); перекочевать на новую квартиру çĕнĕ хваттере куç.

переодеться

сов. 1. во что и без доп. хывса (е улăштарса) тăхăн; переодеться в новый костюм киввине хывса çĕнĕ костюм тăхăн; 2. в кого, кем (замаскироваться) ..пек (е пĕлмелле мар) тумлан, ⸗лла [⸗лле] тумлан; переодеться женщиной хĕрарăмла тумлан.

переселиться

сов. куç, куçса кай (е лар); переселиться на новые земли çĕнĕ çĕре куçса кай.

переходящий

прил. 1. куçса çӳрекен; переходящее знамя куçса çӳрекен ялав; 2. фин. куçакан; переходящая сумма куçакан сумма (çĕнĕ сроклăха); 3. (перемежающийся) ылмашакан, ылмашуллă; переходящие дожди чарăна-чарăна çăвакан çумăр.

посвятить

сов. 1. кого-что, во что каласа пар, пĕлтер, паллаштар; посвятить друга в свою тайну юлташна хăвăн вăрттăнлăхна каласа пар; 2. кого-что кому-чему пар, хур, яр; посвятить все силы борьбе за мир пĕтĕм вăя миршĕн кĕрешес ĕçе хур; посвятить свою жизнь искусству пурнăçа пĕтĕмпех искусствăшăн пар; 3. кому-чему халалла, çинчен ту (е кала); поэт посвятил молодёжи свою новую поэму поэт хăйĕн çĕнĕ поэмине çамрăксене халалланă.

поселенец

м. 1. çĕнĕ çĕре куçса ларнă çын; 2. уст. (сосланный на поселение) пуç янă çын.

последний

прил. 1. юлашки; последний ребёнок в семье асси, юлашки ача; я оказался в очереди последним эпĕ черетре юлашки пултăм; 2. (оставшийся к концу) юлашки; последняя краюшка хлеба çăкăр тĕпĕ, юлашки çăкăр; последние силы чун хавалĕ; 3. (предыдущий, предшествующий) юлашки; за последнее время ку яхăнта, халь хаççăн, юлашки вăхăтра; в последнюю неделю юлашки эрнере; 4. (самый новый) çĕнĕ, вĕрçĕнĕ, юлашки; последняя мода çĕнĕ мода; последние известия çĕнĕ хыпарсем; 5. (упомянутый) çав, асăннă; 6. (заключительный, решающий) юлашки, татăклă; последнее слово юлашки сăмах; 7. (высший) чи аслă, чи пысăк; последняя инстанция чи аслă инстанци; 8. (худший) чи юлашки, начар, начартан начар; последний бедняк чухăнтан чухăн çын; ◇ убрать урожай до последнего зерна тырпула пĕр пĕрчĕ юлми пухса кĕрт; до последнего вĕçне çитиччен.

поступить

сов. 1. (совершить какой-л. поступок, что-л. сделать) хăтлан, ту (мĕн те пулин); поступить плохо начар ту; он поступил правильно вăл тĕрĕс турĕ; я бы так не поступил эпĕ ун пек хăтланман пулăттăм; 2. (устроиться, зачислиться) кĕр, шăнăç, вырнаç; поступить на работу ĕçе кĕр; поступить учиться вĕренме кĕр; 3. (прибыть, попасть куда-л.) пыр, кил; в магазин поступили новые товары магазина çĕнĕ тавар килнĕ; книга поступила в продажу кĕнекене сута пуçланă; 4. (о воздухе, воде и т. п.) пырса çит, кĕр, кил; газ поступил в квартиры хваттерсене газ килчĕ.

почерпнуть

сов. 1. что, чего, разг. ăс, ăсса ил; почерпнуть воды шыв асса ил; 2. что, перен. ил, туян, пĕл; почерпнуть знания пĕлӳ ил; почерпнуть новые сведения çĕнĕ хыпар илт.

практиковать

несов. что ĕçре (е практикăра) усă кур, ту, ирттер; практиковать новые методы çĕнĕ меслетсемпе усă кур.

прибавиться

сов. 1. (добавиться) хушăн, çыпçăн, ер; к старой болезни прибавилась новая кивĕ чир çумне çĕнĕ чир ерчĕ; 2. обычно безл. (по количеству, размеру) хушăн, ӳсĕн ⸗лан [⸗лен]; день прибавился кун вăрăмланчĕ; воды в реке прибавилось çырмара шыв хушăнчĕ; работы прибавилось ĕç нумайланчĕ; 3. разг. (о весе) йывăрлан, хушăн, ӳт хуш; прибавиться в весе на два килограмма икĕ килограмм хушăн.

приём

м. 1. по гл. принять; приём в партию партие илни; часы приёма йышăнмалли вăхăт; приём заявлений заявленисем йышăнни; 2. (встреча) йышăну, кĕтсе илни, йышăнни; правительственный приём правительство ирттернĕ йышăну; 3. (способ) май, мел, меслет, ăслай; акробатические приёмы акробат ăслайĕсем; работать новыми приёмами çĕнĕ мелсемпе ĕçле; 4. (количество за один раз) сăтăрăм, тытăм, хут, астрам, тапхăр; в один приём пĕр астрам; закончить дело в один приём ĕçе пĕр тытăмра пĕтер.

приспособление

с. 1. по гл. приспособиться; приспособление к новым условиям çĕнĕ условисене хăнăхни; 2. (устройство) хатĕр, механизм; приспособление для сгребания турткăç.

прописать

сов. 1. кого-что хваттере çыр (е çыртар), прописка ту; прописать нового жильца çĕнĕ çынна хваттере çыртар; 2. что и с неопр. çырса пар, хуш; прописать лекарство эмел çырса пар; прописать солнечные ванны хĕвел çинче хĕртĕнме хуш; 3. (в течение какого-л. времени) çырса лар; прописать до утра ирччен çырса лар.

прописаться

сов. хваттере çырăн, çыртар, прописка тутар; прописаться на новой квартире çĕнĕ хваттерте çырăн.

пуризм

м. пуризм (1. йăла тĕлĕшĕнчен хăйне хытă тытма тăрăшни; 2. чĕлхе тасалăхĕшĕн тăрăшса ют чĕлхе сăмахĕсемпе çĕнĕ сăмахсене хирĕç кĕрешни).

разглядывать

несов. кого-что тинкерсе пăх, тĕсе, тĕсесе пăх, тимлĕн пăх, тишкер; разглядывать новую машину çĕнĕ машинăна тишкер.

разучить

сов. что вĕрен, вĕренсе çит; разучить новую песню çĕнĕ юрă вĕрен.

раскрыться

сов. 1. уçăл, уçăлса кай; ворота раскрылись хапха уçăлчĕ; зонтик раскрылся сунчăк уçăлса кайрĕ; 2. (разоблачиться) палăр, уçăл; преступление раскрылось преступлени палăрчĕ; 3. перен. (проявиться, обнаружиться) палăр; раскрылась его страсть к книгам вăл кĕнекесене юратни палăрчĕ; 4. перен. (стать доступным, понятным) уçăл; отныне для него раскрылся новый мир паянтан пуçласа уншăн çĕнĕ тĕнче уçăлчĕ.

распашка

ж. по гл. распахать; распашка новых земель çĕнĕ çĕрсене сухаласа пăрахни.

редакция

ж. 1. по гл. редактировать; редакция текста текста редакцилени; 2. редакци; редакция газеты хаçат редакцийĕ; 3. редакци (текст, варианчĕ); новая редакция романа романăн çĕнĕ редакцийĕ.

роить

несов. кого: роить пчёл пыл хурчĕсен çĕнĕ çемйине пĕрлештер.

свалиться

сов. 1. (упасть сверху) ӳк, татăлса ан, йăтăнса ан, кĕрĕслет; (повалиться) тĕшĕрĕлсе ан, тӳнсе (е йăванса) кай; 2. разг. (заболеть) чирлесе ӳк; З. на кого-что, разг. (достаться) тиен, купалан (ĕç); 4. разг. (неожиданно появиться) сиксе (е килсе) тух, татăлса ан; свалились новые заботы çĕнĕ хуйхă сиксе тухрĕ; 5. (подохнутьо скоте) ӳксе вил; 6. (наклониться) усăнса ан, чалăшса кай.

свежеиспечённый

прил. 1. ăшă, çемçе, тин пĕçерсе кăларнă, тин кăмакаран тухни; свежеиспечённый хлеб ăшă çăкăр; 2. перен. шутл. çĕнĕ, вĕрçĕнĕ, тин çеç ĕçе тытăннă; свежеиспечённый врач тин çеç вĕренсе тухнă врач.

свежееть

ж. 1. çĕнĕлĕх, чĕрĕлĕх, уççи, чĕрри, çĕнни; свежееть цветов чечек чĕрĕлĕхĕ; 2. (прохлада) уçă (е таса) сывлăш; 3. (здоровый вид) сывă (е таса) курăнни; не первой свежеети 1) чĕрĕ мар, çĕнĕ мар; 2) перен. шутл. çамрăках мар.

свежий

прил. 1. (о продуктах) çĕнĕ; пăсăлман, лайăх; свежее яйцо çĕнĕ çăмарта; свежее молоко тин сунă сĕт; 2. (не подвергшийся обработке) чĕрĕ; симĕс; тутлă; свежая капуста тутлă купăста; свежие огурцы чĕрĕ хăяр; 3. (не использованный) çĕнĕ; свежий чай çĕнĕ чей; 4. (чистый, не загрязнённый) таса; свежее бельё таса кĕпе-йĕм; 5. перен. (восстановленный отдыхом, сном) çĕнĕ, каннă; 6. (прохладный) сивĕ, уçă (сывлăш); 7. мор. (сильныйо ветре, волне) вăйлă; 8. (хорошо сохранившийся) сывă, таса, илемлĕ; çамрăк; свежее лицо сывă сăн-пит; 9. (новый) çĕнĕ; свежая газета çĕнĕ хаçат; на свежую память манăçа тухиччен, асратытнă чух.

секта

ж. секта (1. рел. тĕп чиркӳрен уйрăлса çĕнĕ тĕн вĕрентĕвне йышăннă çынсен ушкăнĕ; 2. перен. хăйсене ыттисенчен уйăрса, пĕчĕк ушкăн интересĕсемпе кăна пурăнакан çынсем).

селекция

ж. селекци (1. ӳсентăрансен сортне, выльăх-чĕрлĕх ăратне лайăхлатни, çĕнĕ сорт е йăх кăларни; 2. çавăн çинчен вĕрентекен наука).

селить

несов. кого-что вырнаçтар (çĕнĕ вырăна, çĕнĕ çĕре, хваттере).

селиться

несов. вырнаç (çĕнĕ вырăна, çĕнĕ çĕре, хваттере).

следить

несов. 1. за кем-чем (за движущимся предметом) асăрха, сăна, асăрхаса (е сăнаса пăхса) тăр; 2. за чем (за ходом, развитием, состоянием) асăрхаса тăр; следить за новой литературой çĕнĕ литература тухнине асăрхаса тăр; 3. за кем-чем и с союзом «чтобы» (заботиться, опекать) асăрхаса (е пăхса) тăр; следить за порядком йĕркелĕхе асăрхаса тăр; 4. за кем-чем (с целью уличения) сыхла, йĕрле.

слово

с. 1. сăмах; иноязычное слово ют чĕлхе сăмахĕ; меткое слово вырăнлă сăмах; 2. (речь, язык) чĕлхе, сăмах; культура слова сăмах культури; 3. (фраза, разговор) сăмах, калани; мои слова на него подействовали манăн сăмахсем ăна витерчĕç; понять друг друга без слов пĕр-пĕрне сăмахсăрах ăнлан; 4. (повеление, мнение) сăмах, хушни, калани; последнее слово за старшим татăклă сăмаха асли калать; 5. (обещание) сăмах; держать своё слово сăмахна тыт, сăмаху çинче тăр; 6. (право говорить, выступать публично) сăмах, калаçни; дать слово сăмах пар; взять слово сăмах ил; лишить слова калаçма чар; 7. (литературное произведение, текст) сăмах, хывнă (е каланă) сăмах; слово о полку Игореве Игорь полкĕ çинчен хывнă сăмах; песни на слова Тукташа Тукташ сăмахĕсем тăрăх хывнă юрăсем; ◇ жалкие слова мĕскĕн сăмахсем; живое слово см. живой; крылатые слова см. крылатый; новое слово çĕнĕ сăмах, çĕнĕлĕх; по последнему слову науки (или техники) наукăн (е техникăн) чи çĕнĕ меслечĕпе; право слова чăн та; свобода слова сăмах ирĕклĕхĕ; сильные слова çирĕп (е хаяр) сăмахсем; честное слово тупа та, чăнах та; другими словами урăхла (е тепĕр майлă) каласан; одним словом пĕр сăмахпа каласан; слово в слово тĕп-тĕрĕс, пĕр сăмах улăштармасăр; слово за слово сăмах çумне (е хыççăн) сăмах; на словах сăмахпа; по словам каланă тăрăх, сăмахĕ тăрăх; со слов илтнĕ тăрăх; без дальних слов ытлашши сăмах вакламасăр; в двух (или в кратких, коротких, нескольких и т. п.) словах пĕр-ик сăмахпа, кĕскен; в полном смысле слова чăннипех; к слову прийтись чĕлхе вĕçне кил; к слову сказать сăмах май каласан; от слов а до слова пĕр сăмах сиктермесĕр; с первого слова пĕр сăмахран, тӳрех; с чужих слов çын сăмахĕ тăрăх; дар слова; 1) (красноречие) сăмах ăсталăхĕ; 2) (дар речи) калаçма пултарни; игра слов сăмах вăййи; набор слов сăмах купи; плетение слов ирон. (о стиле) сăмах авкалани; слов (слова) нет тавлашмалли çук; нет слов, как ... сăмахпа каласа пама çук; бросать слова на ветер сăмах вĕçтер; взять (брать) свои слова обратно хăвăн сăмахна каялла ил; глотать слова сăмах çăт (ăнланмалла мар хăвăрт калаç); замолвить слово за кого-л. хута кĕрсе сăмах кала (е хуш, чĕн); тратить слова понапрасну (или попусту, зря и т. д.) пустуй калаç, пуш сăмах вакла; бросаться словами см. бросаться; играть словами; 1) сăмах вылят; 2) ытарлă кала, юптар; поминать добрым словом см. поминать; верить на слово сăмаха шан; висеть (или держаться и т. п.) на честном слове аран-аран тытăнса тăр; ловить на слове (или словах) сăмаха çыпçăн, сăмахран сăлтав ту; быть господином (или хозяином) своего слова хăвăн сăмаххупа ху хуçа пул; не говоря худого (или дурного) слова сив сăмах каламасăр, чĕрре кĕмесĕр; не добиться слова см. добиться; не лезть за словом в карман см. лезть; он не может (или не умеет) связать двух слов вăл икĕ сăмах та çавăрса калама пултараймасть; не находить слов для чего-л., слов для чего-л. не хватает сăмах тупаймасăр аптраса тăр; поймать на слове сăмаххипе тыт; перейти от слов к делу сăмахран ĕçе куç; живого слова не услышишь никампа калаçса илме çук; слово не воробей, вылетитне поймаешь посл. сăмах çерçи мар, çăвартан тухсан тытаймăн.

словопроизводный

прил. лингв. сăмах тăвакан (тĕп сăмахран çĕнĕ сăмах) словопроизводный суффикс сăмах тăвакан суффикс.

смена

ж. 1. по гл. сменить(ся); смена руководства пуçлăхсем улшăнни; смена дня и ночи кунпа çĕр ылмашни; 2. (промежуток времени) смена, кӳлĕм; работать в утреннюю смену ирхи сменăра ĕçле; З. (группа людей) смена; первая смена пĕрремĕш смена; 4. перен. (молодое поколение) çĕнĕ (е çамрăк) ару, смена, ылмаш; 5. (комплект одежды) улăштармалăх; одна смена белья пĕрре улăштармалăх кĕпе-йĕм; ◇ на смену кому-чему-л. улăштарма, вырăнне; пора на смену улăштарма вăхăт.

совершенно

парен. 1. (абсолютно) тĕппипех, пĕтĕмпех, пуçĕпех, йăлтах, пачах; работа совершенно готова ĕç пĕтĕмпех хатĕр; он совершенно не знает вăл пачах та пĕлмест; 2. разг. (совсем, вовсе) пач, сĕм-, тăр-, вĕр-. ыт. татăксем; совершенно слепой пач суккăр; совершенно глупый сĕм-ухмах; совершенно одинокий тăр-пĕччен; совершенно ровный тип-тикĕс; совершенно новый вĕр-çĕнĕ; совершенно белый шап-шурă; совершенно голый çаппа-çарамаç; совершенно чистый тап-таса.

сообщить

сов. что, о чём и без доп. (уведомить, известить) пĕлтер, кала, хыпар ту; сообщить решение суда суд решенине пĕлтер; сообщить новость çĕнĕ хыпар пĕлтер; 2. чему (придать какое-л. качество, свойство) ту, пар, йышăнтар, куçар, кĕрт; сообщить железу магнитные свойства тимĕре магнитлантар.

сродниться

сов. 1. с кем-чем (сдружиться) тăванлан, çывăхлан; 2. с чем (свыкнуться) хăнăхса çит, вĕренсе çит; сродниться с новой работой çĕнĕ ĕçе хăнăхса çит.

стиль

м. (способ летоисчисления) стиль (çул хисепне шутлас йĕрке); по новому стилю çĕнĕ стильпе.

стираный

прил. 1. разг. (чистый) çунă, таса, шур; стираное бельё çунă кĕпе-йĕм; 2. (бывший в стирке) çунă, çĕнĕ мар.

строитель

м. 1. строитель; 2. перен. тăвакан; строители новой жизни çĕнĕ пурнăç тăвакансем.

строка

ж. йĕрке; начинать с новой строки çĕнĕ йĕркерен пуçла; красная строка çĕнĕ йĕрке; строка в строку йĕркерен(ех); читать между строк йĕркесем хушшинчи шухăша вула.

струя

ж. 1. (узкий поток воды) юхă, юхăм, йăр-йăр юхса тăни; 2. перен. (узкий поток воздуха, света и т. п.) вăркăш, пайăрка, юпа, юхă; струя воздуха сывлăш вăркăшĕ; струя света çутă пайăрки; струя дыма тĕтĕм юпи; струя песка хăйăр юххи; 3. перен. (направление) сывлăш, вăркăш; влить свежую струю в работу ĕçе çĕнĕ сывлăш кĕрт.

творить

несов. 1. кого-что (создавать) ту, пултар; творить новую жизнь çĕнĕ пурнăç ту; 2. что (делать, совершать) ту, ĕçле; творить добро ырă ту.

технология

ж. технологи (чĕртавартан; хатĕр япаласем туса кăлармалли çинчен калакан пĕлӳ тата çапла ĕçлемелли процесс); технология судостроения карапсем тăвас технологи; новая технология çĕнĕ технологи.

узнать

сов. что 1. (получить сведения) пĕл; узнать новости çĕнĕ хыпар пĕл; 2. кого-что (обнаружить) палла, палласа ил; узнать старого друга авалхи туса палласа ил; 3. кого-что (ознакомиться) пĕл, паллаш; узнать характер характера пĕл; 4. что (пережить) тӳс, тӳссе ирттер (е кур); узнать нищету чухăнлăха тӳссе кур.

устроиться

сов. 1. (наладиться) майлаш(ăн), йĕркеленсе кай, юра; жизнь устроилась пурнăç майлашăнчĕ; 2. (расположиться) вырнаç; устроиться на новой квартире çĕнĕ хваттере вырнаç; 3. разг. (поступить) ĕçе (е вырăна) кĕр; устроиться на работу ĕçе вырнаç.

утвердиться

сов. разг. 1. (прочно обосноваться) çирĕпленсе лар, майлашăнса çит, çирĕплен; утвердиться на новом месте çĕнĕ çĕрте çирĕпленсе лар; 2. (установиться, окончательно упрочиться) çирĕпленсе (е йĕркеленсе) çит, тĕреклен; утвердилось правильное мнение тĕрĕс шухăш çирĕпленчĕ.

учредительный

прил. пуçарса яракан, йĕркелемелли, пуçласа ямалли (е тумалли), учредительнăй; учредительный съезд пуçарса яракан съезд; ◇ учредительное собрание учредительнăй пуху (буржуаллă государствăсенче çĕнĕ йĕркен тĕп законĕсене йышăнакан пуху).

что

союз 1. (для связи придаточного предложения с главным): я рад, что вижу тебя сана курма хавас эпĕ; такой тяжёлый, что не поднять йăтмалла мар йывăр; он сказал, что не придёт вăл килместĕп терĕ; 2. (с частицей ни и без нее): что ни день, то новые достижения кашни кунах çĕнĕ çитĕнӳ; 3. разг. (с повторениемуказывает на безразличие, равнодушие в отношении чего-л.) ⸗сан та [⸗сен те], ⸗и, ...⸗и; что ты пойдёшь, что нет все равно каятăн-и, каймастăн-и эсĕ — пурпĕрех; что в лоб, что по лбу погов. апла та, капла та пурпĕрех.

школа

ж. 1. в разн. знач. шкул; начальная школа пуçламăш шкул; музыкальная школа музыка шкулĕ; пройти хорошую школу тĕплĕ вĕрен (лайăх специалистсем патĕнче); новая школа в архитектуре архитектурăри çĕнĕ юхăм; высшая школа аслă шкул; школа-интернат интернат-шкул.

эра

ж. 1. (система летосчисления) эра; новая (или наша) эра çĕнĕ (е пирĕн) эра; 2. (период, эпоха) тапхăр, вăхăт, самана; эра авиации авиаци тапхăрĕ; 3. геол. эра (Çĕр аталанăвĕнчи тапхăр).

Социаллӑ сӑмахлӑхӑн вырӑсла-чӑвашла словарӗ (2004)

акция

акци (пая кĕрсе тупăш илмелли хаклă хут); падение курса акций акцисен хакĕ ӳкни; произвести эмиссию акций çĕнĕ акцисем кăлар

диверсификация

диверсификаци (фирма, компани çĕнĕ ĕçе алла илни)

доктринёр

доктринёр (пурнăçри çĕнĕ пулăмсене уямасăр пĕр-пĕр вĕрентĕве тытса пыракан)

известие

1. хыпар, пĕлтерӳ; пĕлтерни; последние известия çĕнĕ хыпарсем 2. Известия Хыпарсем (хăш-пĕр пичет органĕсен ячĕ); Известия Чувашской национальной академии наук и искусств Чăваш наци ăслăлăхпа ӳнер академийĕн хыпарĕсем

календарь

1. календарь (вăхăт шучĕн йĕрки); юлианский календарь юлиан календарĕ (кивĕ стиль); григорианский календарь григориан календарĕ (çĕнĕ стиль) 2. календарь (кун шучĕн кĕнеки е таблица) 3. календарь, ĕс йĕрки; календарь посевных работ ака ĕçĕсен йĕрки

капитальный

1. тĕп; тĕпрен; капитальный ремонт тĕпрен юсани 2. паха, тарăн, пысăк; капитальное исследование тарăн тĕпчев 3. çĕнĕ; капитальное строительство çĕнĕ строительство (юсав ĕçĕсемсĕр пуçне)

конверсия

конверси, улăштару; конверсилени, улăштарни; конверсия займов заёмсене улăштарни (малтан кăларнă патшалăх заёмĕ вырăнне çĕнĕ заём кăларни); конверсия военного производства вăрçă производствине конверсилени (мирлĕ продукци кăларма куçарни)

кооптация

кооптаци; хушăнтарни (суйлавлă органа суйламасăр çĕнĕ член кĕртни)

культивировать

сар, аталантар, йăлана кĕрт; культивировать новые обычаи çĕнĕ йăласене сар

маскарад

маскарад (маскăллă уяв каçĕ); новогодний маскарад Çĕнĕ çул маскарачĕ

миграция

миграци, куçу; куçни (çынсем пурăнма çĕнĕ вырăна куçни); миграция рабочей силы ĕç вăйĕн куçăвĕ

новозеландцы

новозеландецсем (Çĕнĕ Зеланди халăхĕ; йышĕ — 3,6 миллион çын)

ноу-хау

ноу-хау (çĕнĕ технологи çитĕнĕвĕсене памалли килĕшӳ)

перевыборы

çĕнĕ суйлав; çĕнĕрен суйлани; перевыборы правления компании компани правленине çĕнĕрен суйлани

переиздание

çĕнĕ кăларăм; çĕнĕрен кăларни (малтан кăларнă кĕнекене)

переоценка

çĕнĕ хаклав; çĕнĕрен хаклани; переоценка имущества пурлăха çĕнĕрен хаклани

перерасчёт

çĕнĕ расчёт; çĕнĕрен шутлани; произвести перерасчёт зарплаты ĕç укçине çĕнĕлле шутласа палăрт

переселенец

куçнă çын (çĕнĕ çĕре пурăнма килни); переселенцы из Чувашии в Сибири Чăваш енчен Çĕпĕре куçнă çынсем

переучёт

çĕнĕ шутлав; çĕнĕрен шута илни (таварсене, пурлăха); магазин закрыт на переучёт магазина тавар шутлама хупнă

презентация

кăтарту, паллаштару; кăтартни, паллаштарни (хайлава халăх умне пуçласа кăларни); презентация новой книги çĕнĕ кĕнекепе паллаштарни

прогрессивный

1. прогреслă, ӳсĕмлĕ, аталануллă; прогрессивный рост доходов тупăшсем ӳсĕмлĕн хушăнса пыни 2. прогрессивлă, малта пыракан; прогрессивное человечество прогрессивлă этемлĕх 3. çĕнĕ, лайăхрах; прогрессивные формы организации труда ĕçе йĕркелемелли çĕнĕ формăсем

редакция

1. редакци (учреждени е унăн пайĕ); редакция журнала журнал редакцийĕ; редакция учебной литературы вĕренӳ кĕнекисен редакцийĕ (издательствăра) 2. редакци (текст варианчĕ); новая редакция закона законăн çĕнĕ редакцийĕ

резерв

1. резерв, запас (усă хурмалли май); резервы производства производство резервĕсем; вскрыть новые резервы çĕнĕ резервсем тупса палăрт 2. резерв (запасра тăракан çарсем); резерв фронта фронт резервĕ; находиться в резерве резервра тăр 3. резерв (службăран янă çар çыннисем)

священный

таса, сăваплă; священное писание сăваплă çыру (христиансен— Библи кĕнекисем, Кивĕ Халал тата Çĕнĕ Халал, мусульмансен — Коран); Священный Синод Таса Синод (вырăс православи чиркĕвĕн аслă органĕ)

созыв

1. чĕнсе пухни; созыв сессии парламента парламент сессине чĕнсе пухни 2. суйлав; Государственный Совет нового созыва çĕнĕ суйлаври Патшалăх Канашĕ

специальность

специальность, ĕç; приобрести новую специальность çĕнĕ ĕçе алла ил; работать по своей специальности харпăр специальноçĕпе ĕçле

экспансия

экспанси, хапсăну; хапсăнни; территориальная экспансия çĕнĕ çĕрсене хапсăнни; экономическая экспансия экономикăри экспанси

формирование

1. йĕркелӳ; йĕркелени, йĕркеленни; формирование личности этем ӳссе йĕркеленни; формирование плана плана йĕркелесе хатĕрлени 2. формировани, пĕрлешӳ (çĕнĕрен йĕркелени); воинские формирования çĕнĕ çар пĕрлешĕвĕсем

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

çĕнĕ

яңа

Чӑвашла-эсперантолла сӑмах кӗнеки

йĕрке

[jerge]
ordo, linio, vico, regulo, stato, normo, vivstilo, sistemo, horaro
йĕркене кĕр — normaliĝi, ordiĝi
çул йĕркине пăс — rompi la vojregularon
йĕркерен тух — malordiĝi, misfunkciiĝi
йăла-йĕрке — ritaro, tradicioj, moroj
йĕрке хуралçи — gardanto de la ordo
аслă вĕренӳ шкулне кĕмелли йĕрке улшăнать — la regulo eniri altlernejon ŝanĝiĝas
пурнăç йĕрки — vivleĝo
кун йĕрки — tagordo
туй йĕрки — geedziĝa ceremonio, rito
тытăм йĕрки — sistemo de administrado
çĕнĕ йĕркерен пуçла — komenci de nova linio
авалхи йĕркепе — laŭ la malnova rito
перекетлĕх йĕрки — ŝparreĝimo
йĕрке хисепĕсем — ordaj numeraloj
çĕнĕ йĕрке — alineo, nova linio
йĕркеле — ordigi, sistemigi, organizi, krei, establi, aranĝi
йĕркелен — ordiĝi, normaliĝi, sistemiĝi, kreiĝi, establiĝi
йĕркеллĕ — laŭnorma, normala, kutima, natura, adekvata
йĕркелӳçĕ (йĕркелекен) — organizanto

сăмах

[somah]
vorto, parolo
кивелнĕ сăмах — arkaismo
çĕнĕ сăмах — neologismo
сăмах вĕçĕ — vortfinaĵo
сăмах йышĕ — vortprovizo, leksikaro
сăмах майлашăвĕ — vortkombino
сăмах пĕлтерĕшĕ — signifo de vorto
сăмах пулăвĕ — vortformado
сăмах тытăмĕ — vortstrukturo
сăмах хуш — interrompi parolon
сăмах пар — doni parolon, promesi
сăмаха тыт — teni parolon
сăмах çаврăнăшĕ — parolturno
сăмах май — interalie, ceter
сăмах тат — interkonsenti
ваттисен сăмахĕсем — proverboj, proverbaro
сăмах-юмах — babilo, interparolo, onidiroj
disputoj
сăмахла — paroleti, diri, interparoli
сăмахлăх — folkloro
сăмахран — ekzemple, interalie

çĕн(ĕ)

[ŝne'ne]
nova, freŝa
çĕнĕ ăру — nova generacio
çĕнĕ йышши робот — roboto de nova modelo
çĕнĕ çул — nova jaro
çĕнĕ çул ячĕпе — feliĉan novan jaron!
çĕнни мĕн пур? — kio novas?
çĕнĕл(ен) — renoviĝi
restariĝi
çĕнĕ(ле)т — (re)novigi
transformi
çĕне(ле)тӳ — renovigo, modernigo
restaŭro
çĕне(ле)тӳçĕ — renoviganto
restaŭranto
çĕнĕлĕх — novaĵo, noveco
çĕнĕлле — nove
çĕнĕрен — denove, ree, ankaoraŭ foje

çул

[ŝjul(dalok)]
jaro
аллă çул — kvindek jaroj
аллă çулхи çын — kvindekajara homo
иртнĕ çул — lasta jaro
килес çул — sekva jaro, sekvajare
пĕр çул кайалла — antaŭ unu jaro
çĕнĕ çул — nova jaro
çĕнĕ çул ячĕпе! — feliĉan novan jaron!
çур çул — duonjaro
вĕренӳ çулĕ — lernojaro
вăрçă çулĕсем — militjaroj
çулталăк вăхăчĕсем — sezonoj
çулталăкра пĕрре — unufoje jare
çулталăкри ача — unujara infano
çулталăкри тупăш — jarprofito
çулталăк кĕнеки — kalendaro
çулташ — kunvojulo, samvojulo, kunvojaĝanto

ят

[jat]
nomo
паллă ят — fama, konata nomo
пайăр ят — propra nomo
пайар мар ят — komuna nomo
паллă ячĕ — adkektivo
хисеп ячĕ — numeralo
япала ячĕ — substantivo
çĕнĕ çул ячĕпе саламлатăп — mi gratulas vin okaze de la nova jaro!
ят-сум — aŭtoritato
ят-шыв — bona nomo, honoro
ятла — insulti
ятласа ан кай! — ne tro juĝu! (oni diras al la foriranta gasto)
ятласа ан юлăр! — rememoru min sen malŝato! (diras la gasto al la gastiganto)
ятлаç — insulti
ятлаçу — kverelo
ятлаçуллă — insulta
ятлă — kun la nomo, portanta nomon
эп(ĕ) Тевет ятлă — mia nomo estas Tevetj
эс(ĕ) мĕн ятлă? — kiu vi estas?
ятлă парне — persona donaco
ятсăр — sennoma, anonima

Йоханнeс Бeнцингăн (Benzing) нимĕçле-чăвашла словарĕ

Braut

zĕnĕ kin
çĕнĕ кин

Bräutigam

zĕnĕ kĕrü
çĕнĕ кĕрӳ

neu

zĕnĕ
çĕнĕ

Neujahr

zĕnĕ zul
çĕнĕ çул

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

çĕнĕ

«новый»; çĕнет «обновлять»; çĕнел «обновляться», «становиться новым»; КБ йаңы, чаг. йанг, якут. саца, уйг. йеңи, тур. йена, узб. янги, башк. яңы, тат. яңа, ног. янъы, казах» жаңа, кирг. жаңы, к. калп. жанга, карач. джангы, ойр. дьаңы, тув. чаа < чана, хак. наа «новый», «свежий», ср. монг., бур.-монг. шинэ, калм. шин «новый».

Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ

Куç пек сыхла

Куç [куç шăрçи] пек сыхла [упра] беречь как зеницу ока; син.: куç шăрçине сыхланă пек сыхла.
— Эсир, çĕнĕ хунав, хамăр влаçа куç пек сыхлăр, çирĕплетĕр ăна. В. Паймен. Аттемĕрсен ятне сума суса, Ĕçлер хастар пур вăй-халпа, — Куç пек сыхлар çуратнă çĕршыва! Эх, юррăм, янăра. Çак ĕмĕрĕн мухтавлă ачисем, тантăшăмсем, çĕршывăма куç шăрçи пек упратпăр. X. Акивер.

Куçпа тăрăн

Куçпа (куçсемпе) тăрăн [тирĕн] впиваться / впиться глазами в кого, во что.
Самурайсем ун çине шурă куçпа çисе ярасла тăрăнчĕç. А. Артемьев. — Эсĕ ху ĕнесем патне хăçан кайса курнă, бригадир-коммунист юлташ? — ыйтрĕ Шихранов, Шурбин çине куçĕпе тăрăнса. В. Ухли. Нина чĕнмест. Пăрăнать те малалла утать. Пуçне уснă вăл, тĕлсĕр пăхакан куçĕсемпе çĕрелле тирĕннĕ. А. Ĕçхĕл. Иван вырăнĕ çинчен яшт! сиксе тăчĕ те çĕнĕ начальника куçĕпе тирĕнчĕ. Ю. Званацкий.

Куçран пăхтар

Куçран пăхтар 1. заставлять / заставить ухаживать за собой кого; 2. держать в повиновении, в зависимости кого.
Ĕлĕк Якур нихçан ватăлассăн туйăнмастчĕ, пĕтĕм хĕре хăйĕн куçĕнчен пăхтаратчĕ. Хв. Уяр. 2. Çĕнĕ самана сывлăшĕпе çунатланнă Кĕркури — хастар комсомолец, илĕртӳллĕ каччă, ун вылянчăк пӳрнисем хуткупăс калама та пит ăста. Çавăнпа та вăл çамрăк-кĕрĕме хăй куçĕнчен ытларах пăхтарать. С. Шавли.

Намăса кĕр

Намăса кĕр [юл] позориться / опозориться, срамиться / осрамиться; син.: намăс кур [тӳс].
— Ну-у, Айван, хуçа умĕнче намăса кĕрер мар! Каçчен çиччĕ хутласчĕ... Атя, атя! — урапине хыçалтан тĕксе пулăшрĕ вăл лашине. П. Осипов. Вăл хăй чунтан юратакан каччăн ашшĕпе амăшĕ умĕнче намăса кĕресшĕн пулмарĕ. Н. Мранькка. Ташла, тусăм, эс ташла, Çĕнĕ çемĕ каласа. Анчах мана ан хурла, Эп юлас çук намăса. В. Давыдов-Анатри.

Никĕс хыв

Никĕс хыв [хур] закладывать / заложить основы [фундамент, камень] чего.
Çĕнĕ пурнăç никĕсне хывма çав тĕрлĕ йывăр пулнă. С. Шавли. Питĕр хулине лартасшăн Никĕс хунă çулсенче Шăммисем путса чăвашăн Юлнă ун никĕсĕнче. Я. Ухсай.

Сăнчăрне тат

Сăнчăрне (сăнчăрсене) тат [аркат, ват, салат] разрывать / разорвать цепи чего (оовободиться от чего-либо).
Хĕллехи хаяр çанталăк Сăнчăрне татать хĕвел. Я. Ухсай. Сăнчăра пĕччен татаймăн, Сансăр çутă кун кураймăн, Сӳнĕп кăлăхах. С. Шавли. Çак сăнар уйрам çынна мар, чуралăх сăнчăрне аркатса çĕнĕ тĕнче тума тытăннă ĕçхалăхне пĕлтерекен пĕтĕмлетнĕ сăнар пулса тăрать. П. Хусанкай. Чĕрĕ эс! Тыткăнланнă Гренада çапса ватĕ тăшман сăнчăрне. Ху çинчен те, хăвăн юрруна та Савса юрлĕç вара ĕмĕрне. Я. Хусанкай. Çапса-касса татрĕç çĕлен пуçсене, Чăлпар çеç салатрĕç чура сăнчăрне. С. Элкер.

Çырантан тух

Çырантан (çыранран) тух выходить / выйти из берегов.
Çĕнĕ кас çырми çыранран тухса тарчĕ. В. Ухли. Пăла шывĕ Катек лаппи енне тапса тухнине каçал эпĕ шкултан таврăннă чух куртăм. А. Талвир. Çурхи сарăрах шыв çырантан тапса тухнă, улăха сарăлнă. В. Васильев.

Тăкак кур

Тăкак кур расходоваться / израсходоваться, издерживаться / издержаться.
Ют патшалăх представителĕсем Колчак çарне хĕçпăшаллантарса та, вĕрентсе те, тумлантарса та сахал мар, тăкак курнă. В. Краснов-Асли. Айăпа кĕнĕ çын, пупа сĕрнисĕр пуçне, çĕнĕ турăш туянса та тăкак курать. Хв. Уяр.

Тĕс кĕрт

Тĕс кĕрт [кӳр, пар] 1. украшать / украсить кого-что; 2. придавать / придать вид какой, кому-чему; 3. тĕс пар (в отриц.) быть не ко двору (о домашних животных).
1. Куçĕсем кăна, пурте пĕлсе-хăнăхса çитнĕ куçсем, сӳнми чĕрĕ кăварпа çунаççĕ, кăвакарнă çӳхе тутине яланхи йăл кулă кăна тĕс кӳрет. Ю. Званацкий. Кăвак супăнь пире тĕс памасть, авалхи тус пире халь пăхмасть. 2. Ир шăтнă курăк сăрта Кăшт симĕс тĕс кӳрет. Г. Орлов. Сăрантан тунă япаласене çĕнĕ тĕс кĕртес тесен, чĕрĕ çăмарта шурри сĕрмелле. Чăваш календарĕ. Соуссем апатсене лайăх тутăпа шăршă, илемлĕ тĕс параççĕ. А. Медведев. 3. Пирĕн килте хура ĕне тĕс памасть.

Тӳрре çит

Тӳрре çит [кил, лар] сбываться / сбыться.
Кузьма Степанч тахçантанпах ĕмĕтленсе пурăнни тинех тӳрре çитрĕ, Салакай ялĕн çĕнĕ ĕмĕрĕ пуçланать. С. Аслан. Анчах та çав ĕмĕт тӳрре килмен: ясаксăр çулсем иртнĕ-иртменех, патша куланайçисем хресченсенчен куланай тăпăлтарма пикеннĕ. И. Кузнецов. К. Маркс монгол ханĕсен пусмăрĕ çинчен каланисем чăваш халăхĕн историллĕ халапĕсем тăрăх та пĕтĕмпех тӳрре лараççĕ. И. Кузнецов.

Хак пар

Хак пар оценивать / оценить (1. назначить цену; 2. дать ту или иную оценку кому-чему; расценивать; 3. признать достоинства или заслуга кого, чьи)
1. Хак парсах санне туянĕç, Сан мерчен те, кĕмĕл те. П. Хусанкай. Хресчен нушипе ялти усламçăсем усă курнă, тырра йӳнĕ хак парса, хакла сутса услам илнĕ. И. Кузнецов. 2. Революци хыççăн çынсен ăнлавĕсем мĕнпур япаласене çĕнĕ хак пачĕç. Е. Еллиев. 3. — Ăна ырласшăн мар эпĕ. Ан тив, ман ывăла çынсем хак паччăр. Н. Мранькка. Çеçпĕл Мишшине унăн Украинăри тусĕ питех те пысăк хак панă. В. Долгов.

Хӳрине пăр

Хӳрине пăр накрутить хвост (хвоста) кому. Çĕнĕ самана тытăнсан, хӳрине пăртакçă пăрчĕç, унтан выçлăх тапранчĕ. С. Шавли.

Чапа кăлар

Чапа кăлар прославлять / прославить кого-что.
Ӳркевлĕх ӳкерет, пите пĕçертет; хастарлăх хăтарать, чапа кăларать. Ваттисен сăмахĕсем. Ĕç вăл сывă алла канăç кӳрет, ăслă çынна чапа кăларать. Н. Илпек. Çĕнĕ тĕнче культурин çутинче тата пуянланса, илемленсе Чăваш чĕлхи хăйне чапа кăларĕ. Уйăп М.

Чĕрене хускат

Чĕрене [чуна] хускат лишать / лишить покоя кого, расстраивать / расстроить кого, будоражить / взбудоражить кого.
Ваçлей Иванч калаçнăçемĕн ик ретлĕ çĕнĕ купăсне тăсса ярсан, хаваслă çемĕ каллех хускатрĕ чĕрене. Ю. Семенов. Çамрăксен юрри ватă чĕресене те хускатса ячĕ. Хумма Ç. А. Артемьев халăх чĕрине чăн-чăннипех тивекен ыйтусене хускатать. М. Сироткин. Чунне хускатайман тăван уй-хирĕ... Я. Ухсай. Сасси уçаччĕ [Ахметăн], — калаçнă чух хăлхана кăтăклатчĕ, чуна хускататчĕ. В. Васильев-Уçăм.

Ырă кур

Ырă (ыр) кур 1. быть счастливым; наслаждаться кем-чем; 2. пользоваться / воспользоваться чем.
1. Ĕçрен хăракан ыр курман. Ваттисен сăмахĕсем. Ĕнесем, сурăхсем, Мăнтăркка путексем Çĕнĕ курăк çинче Ыр кураççĕ паян. И. Малкай. Ĕлĕк эпĕ те итленĕ тутăх сăнчăр юррине. Мана пурнăç муритленĕ, Эп курман кун ыррине. И. Тукташ. 2. Бригадир чĕресĕр вара, сана савăш уйăхĕпе ырă курма вăхăт памарĕ. Н. Терентьев. Çунса кĕл пулччăр вăл ялсем, çĕр тĕлне анса кайччăр, анчах Урасмет ырă курса ан пурăнтăр вĕсенче. К. Турхан.

Юрăхсăра тух

Юрăхсăра тух приходить / прийти в негодность.
Вăл Микитапа тата ытти темиçе çамрăкпа пĕрле хăямат кĕперĕн юрăхсăра тухнă юписем вырăнне çĕнĕ сăвайсем çапрĕ. Л. Агаков. Çырма-çатра таврашĕнчи çĕрсем эрозие пула çулран-çул вуншар гектар юрăхсăра тухаççĕ. А. Ĕçхĕл.

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

автан

1. Ç.п., астрол. Хĕвелтухăç йăлипе çулталăксен ылмашăвне кăтартакан вуникĕ паллăран (чĕрчунтан) вуннăмĕшĕ. Вьетнам, Китай, Япони, ... ытти хăш-пĕр çĕршывсен календарĕнче кашни çулталăка выльăх-чĕрлĕх тата тискер кайăк ятне панă. Çав ятсем 12 çулхи çаврăмпа ылмашăнса пыраççĕ. Вĕсем çаксем, 1. Йĕкехӳре (Шăши). 2. Ĕне (Вăкăр). 3. Тигр. 4. Куян (Кролик). 5. Аç-таха. 6. Çĕлен. 7. Лаша. 8.Сурăх (Така). 9. Упăте. 10. Автан (Чăх). 11. Йытă. 12. Сысна (Кабан). КЯ, 15.05.1988, 4 с. Шухăшлавçăсем, ăсчахçăсем Автан çулĕнче çуралаççĕ. ЯБ, 1990, 1 /, 62 с. — Автан çулне кĕр (Х-р, 22.03.1993, 4 с.; ÇХ,1998, 1 /, 5 с.). 2. Ç.п.,астрол. Çак чĕрчунпа палăртакан çулталăкра (Автан çулĕнче) çуралнă çын. Автана кăçал ĕмĕтсем татăлни кулянтарма пултарать. Т-ш, 13.02.1991, 8 с. Автансем ... çĕнĕ çула та асăрхануллăн йышăнаççĕ. ÇХ, 1998, 52 /, 7 с. Автан çитес çул чылай лăпкăрах тата ирĕклĕрех пурăнма пултарать. ÇХ,1999, 49 /, 8 с. — Автан-хĕрарăмсем, Автан-арçынсем (Х-р, 31.12.1992, 3 с.). 3. П.п., калаç. Ирĕлтернĕ сахăртан ачасене ĕмме хатĕрлекен пылак çимĕç. П.Большаков хăйĕн килĕнче пылак автансен «инкубаторне» уçнă. К-н, 1966, 9 /, 12 с. Сахăртан тунă «автан». Х-р, 20.01.1994. 4. П.п., калаç. Чупкăн арçын; хĕрарăм кĕтӳççи, ĕревĕç. Пĕлтĕр мана «автан» тесе чĕнетчĕç. Çук, Автан çулĕнче çуралнăран мар, чиперккесене час-час улăштарнăран. ÇХ, 1998, 42 /, 10 с. Çав мехелпех пуçлас пуль сăмаха... Каçтака мар, автан шырамалла. ТА, 1998, 1 /, 36 с.

автосервис

ç.с. Автомобиле тасатма тата юсаса çĕнетме пулăшакан предприяти. «Шупашкар — Чулхула» автоçул çинче... туса лартнă «ТАН» автосервис комплексĕ. ХС, 1999, 23 /, 1 с. «Çĕнĕ вырăс» хăйĕн «Мерседесĕпе» автосервиса пырса кĕрет. ÇХ, 2000, 27 /, 12 с. Автосервисра машинăна... юсамалла та сăрламалла. Х-р, 25.02.2000, 2 с.

авточупу

п.с. Автомобильсем ăмăрту, реклама, пропа-ганда тĕллевĕпе çул çӳреве тухни. «Тĕнсен килĕшĕвĕ — 2000» авточупăва хутшăнакансем Шупашкарта чарăнса тăчĕç... Ăмăр-такансем «Ăнланулăх тата килĕшӳ» девизпа çӳреççĕ. Х-р, 21.11.1996, 1 с. Çĕнĕ марка. Унашкаллисем Раççей тăрăх йĕркеленĕ авточупу вăхăтĕнче Шупашкара кĕрсе тухнăччĕ. ÇХ, 22.05.1998, 2 с. — Егоров, 1936, 28 с.

акциле

ç.с, экон. Мула (пурлăха) акцисемпе палăртса патшалăх предприятийĕнчен акционерсен пĕрлĕхĕ (обществи) туса хур; приватизациле (туп.). Предприятисене акциленĕ чухне... Х-р, 13.02.1997, 2 с. Çĕнĕ Шупашкарти «Химпром» УАОна акцилессипе çыхăннă проблемăсем. Х-р, 5.01.2001, 1 с.

альбом

ç.п. Аудиокассета (туп.) е компакт-диск (туп.) çине çырса тиражланă юрă-кĕвĕ пуххи. Газмановăн ку таранччен 5 магнитлă альбом тухнă. ÇХ, 1997, 20 /, 5 с. «Агата» ушкăнăн юлашки альбомĕ. Т-ш, 1998, 6 /, 5 с. Л.Васильевăн çĕнĕ магнитлă альбомĕн ... презентацийĕ пулчĕ. Х-р, 20.07.1999, 4 с. «Аксар» студи кăларнă «Чăваш ташши-6» альбом. Т-ш, 1999, 3 /, 8 с. —дебют альбомĕ (Т-ш, 1998, 9 /, 12 с.); альбом-кассета (ÇХ, 1999, 7 /, 9 с.).

арăслан

ç.п., астрол. Çулталăк çаврăмĕпе пыракан Хĕвел çав ятлă çăлтăр ушкăнне кĕрсен (24.VII—23.VIII) çуралнă çын. Арăсланăн сывлăха упрама тăрăшмалла. Т-ш, 27.02.1991, 7 с. Арăслансен сывлăхĕсем çирĕпленĕç, вĕсем хăйсен пултарулăхĕпе витĕмлĕхне кăтартĕç. К-ш, 1997, 39 /, 8 с. Эпĕ 33 çулта, ...гороскоппаАрăслан. ÇХ, 1999, 1 /, 10 с. Арăслансене пла-нетăсем çĕнĕ ĕç шырама канаш параççĕ. ХС, 1999, 14 /, 4 с.

арлаш

(АРЛАН), п.с., калаç. Ар хутшăнăвĕнче пул, ар çыхăнăвне кĕр; савăш (туп.). Арçын арçынпа е хĕрарăм хĕрарăмпа тĕлли-паллисĕр арлашса пурăнни вирус ересси патне илсе çитерет. Т-ш, 25.09.1991, 6 с. Çĕрĕпех арлашса выртрăмăр. ÇХ, 1.02.1997, 6 с. Пĕр чипер хĕрарăм вырăн çинче çĕнĕ чăвашпа арланса выртнă. К-н, 2002, 7 /, 18 с. — ВЧС, 1971, 134 с.

ашшĕ

ç.п. Хула, область е республика ертӳçи; пысăк пуçлăх. Вăл [А.Г.Николаев] Çĕнĕ Шупашкар хулин «ашшĕсемпе» курнăçнине пăт-пат асăнкаланăччĕ. Х-р, 17.10.2000, 1 с. Мурманск облаçĕн «ашшĕ» Ю.Евдокимов. Х-р, 21.10.2000, 1 с. — Шупашкарăн «ашшĕсем» (Ар, 2001, 8 /, 1 с.).

банкомат

ç.с. Харпăр хăйĕн кредит карточкине чиксен банк клиентне укçа паракан электронлă автомат. Ют çĕршыв валютине улăштаракан пунктсемпе банкоматсем çĕнĕ çулăн пĕрремĕш кунĕсенчех çĕнĕ укçа пама тытăннă. Х-р, 9.01.1998, 2 с. СБС-АГРО ушкăнĕн кунти филиалĕ, Анăç тахçанах усă куракан çĕнĕлĕхе çул парса, Чăваш патшалăх университечĕн тĕп корпусĕнче банкомат вырнаçтарса лартрĕ. ÇХ, 17.04.1998, 2 с. Шупашкарта 15 банкомат ĕçлет. Х-р, 26.08.2003, 2 с.

бизнес-проект

ç.с. Бизнес-планăн чи пĕлтерĕшлĕ пайĕ, шăнăрĕ (туп.). Çынсене çĕнĕ ĕç вырăнĕсем туса парассипе çыхăннă чи лайăх бизнес-проект сĕнекен предприятисемпе организацисем валли конкурс ирттерме йышăннă. Х-р, 23.02.1994, 1 с. Бизнес-проектпа бизнес-плансене икĕ-виçĕ çул малтан туса пыратпăр, вĕсем пурнăçлансассăн чунтан савăнатпăр. ХС, 1999, 11 /, 2 с. Бизнес-проектсенче ... промышленноç тата ялхуçалăх производствин экономика инфраструктурине аталантарма е реформăлама ятарлă сĕнӳсем пулмалла. Х-р, 7.04.2001, 1 с. — бизнес-проект çыр (ÇХ, 2001, 33 /, 9 с.).

биотехнологи

ç.с. Апат-çимĕç, эмел, им-çам, выльăх апачĕ туса кăлармашкăн чĕрĕ хатĕрсемпе (тĕсл., микроорганизмсемпе) тата биологи пулăмĕсемпе усă курни; биологие техникăпа çыхăнтаракан ăслай. Хăш-пĕр биотехнологи предприятийĕсем этем сывлăхĕшĕн питĕ сиенлĕ. Х-р, 13.07.1993, 3 с. Çĕнĕ Шупашкар хулинче ... Мускаври биотехнологи универси-течĕн филиалĕ уçăлать. Х-р, 28.04.2000, 1 с. — биотехнологи колледжĕ (Х-р, 4.11.2001, 4 с.).

вăкăр

1. Ç.п., астрол. Хĕвелтухăç йăлипе çулталăксен ылмашăвне кăтартакан 12 паллăран иккĕмĕшĕ. Хĕвелтухăç гороскопĕпе Çĕнĕ çулВутлă Вăкăр çулĕнарăс уйăхĕн 7-мĕ-шĕнче ... пуçланать. Х-р, 5.02.1997, 4 с. Акă ĕнтĕ «Вăкăрпа» сывпуллашма, «Тигра» хапăл тума вăхăт. ÇХ, 1998, 1 /, 4 с. 2. Ç.п., астрол. Çак чĕрчунпа палăртакан çулталăкра çуралнă çын. Вăкăр-арçынсемшĕн хĕрарăмсемпе хутшăнасси [Качака çулĕнче] çăмăлах мар, мĕншĕн тесен хăнăхнă йĕркесенчен пăрăнма тивет. Т-ш, 13.02.1991, 8 с. Вăкăр çитес çул темиçе хутчен те йывăр лару-тăрăва лекет. ÇХ, 1999, 49 /. 8 с. Ачасем ... иккĕшĕ те Вăкăр. Х-р, 13.04.2001, 3 с. 3. Ç.п., астрол. Çулталăк çаврăмĕпе пыракан Хĕвел çав ятлă çăлтăрсен ушкăнĕнче чухне (21.IV—21.V) çуралнă çын. Çĕртме уйăхĕнче Вăкăрсенчен чылайăшне Ăнăçу турри хăй хӳттине илет. Х-р, 3.06.1992, 4 с. Вăкăрсене нумайччен пĕр ыйту хумхантарĕ, мĕнле майпа укçа тупас. К-ш, 1998, 7 /, 8 с. Ф.Киркоров Качака çулĕнче çуралнă Вăкăр. ÇХ, 2000, 6 /, 5 с.

вĕрентĕш

ç.с. Професси ăсталăхне вĕрентекен ятарлă шкул; училище. Професси вĕрентĕшĕ вырнаçнă çуртра ... Аида йăмăкăм çĕвĕçе вĕреннĕ. А.Т.-Ыхра, 2000, 40 с. Çĕнĕ вĕренӳ çулне вăл [Я.Ухсай] Чĕмпĕрти педагогика вĕрентĕшĕнче пуçланă. В.Станьял, 2001, 22 с.

вулавăш

ç.с. Кĕнеке е хаçат-журнал вулама илмелли ятарлă вырăн; библиотека. Вулавăша (библиотекăна) кулленех çĕнĕ кĕнекесем килсе тăраççĕ. ЧС, 1994, 8 кл., 3 с. Кузбасра 3 чăваш вулавăшĕ [Пуçелĕк]. Х-р, 11.03.1997, 2 с. Килти вулавăшра та чăваш литератури нумай. К-ш, 23.06.2000. Кашни класра вулавăшсем йĕркелеме... ирĕк ыйтнă. Х-р, 4.10.2000, 3 с. — пуян вулавăш (ЧС, 1993, 10 кл., 253 с.); шкул вулавăшĕ (Т-ш, 1996, 1 /);наци вулавăшĕ (Х-р, 20.03.1997, 4 с.); тĕп вулавăш (Х-р, 27.12.2001, 1 с.); — вулавăш фончĕ (Х-р, 12.04.2001, 1 с.); вулавăшăн лекци залĕ (Х-р, 17.10.2001, 1 с.); вулавăш çурчĕ (Х-р, 19.02.2002, 3 с.).

гомосексуалист

п.с., ç.с., калаç. Пĕрешкел арлăхлипе ар хутшăнăвне кĕрекен çын; арсене савакан арçын. Сана эпĕ арçын ача пуль тенĕччĕ, паянтан вара иккĕлене пуçларăм, е гомосек, е гермафрадит эсĕ! Б.Чиндыков //ТА, 1988, 10 /, 24 с. Вăл «гомосексуалистсен çĕнĕ культурине туса ху-малли» плансемпе паллашатарнă. Х-р, 26.08.1993. 4 с. Ĕлĕк йышсăр пулнă гомосексуалистсен шучĕ ӳссе кайнă пек туйăнать. ÇХ, 1999, 6 /. 8 с. Аслăраххисем хĕрсемпе те кăсăкланнă, хăйсене гомосексуалист тесе шутламан.~~ Т-ш, 2000, 31 /. 4 с. — гомосексуалистсемпе лесбиянкăсен союзĕ (Х-р, 15.05.1997, 3 с.).

гомосек

п.с., ç.с., калаç. Пĕрешкел арлăхлипе ар хутшăнăвне кĕрекен çын; арсене савакан арçын. Сана эпĕ арçын ача пуль тенĕччĕ, паянтан вара иккĕлене пуçларăм, е гомосек, е гермафрадит эсĕ! Б.Чиндыков //ТА, 1988, 10 /, 24 с. Вăл «гомосексуалистсен çĕнĕ культурине туса ху-малли» плансемпе паллашатарнă. Х-р, 26.08.1993. 4 с. Ĕлĕк йышсăр пулнă гомосексуалистсен шучĕ ӳссе кайнă пек туйăнать. ÇХ, 1999, 6 /. 8 с. Аслăраххисем хĕрсемпе те кăсăкланнă, хăйсене гомосексуалист тесе шутламан.~~ Т-ш, 2000, 31 /. 4 с. — гомосексуалистсемпе лесбиянкăсен союзĕ (Х-р, 15.05.1997, 3 с.).

ди-джей

ç.с. Кĕвĕ-çемĕ (музыка) программине, дискотекăна (туп.) ертсе пыракан çын; диск-жокей. Кăшт ĕшенсен [дискотекăра] Сергей ди-джей култарма тăрăшрĕ. Х-р, 25.02.1997, 4 с. Ташăсем хушшинчи кĕске тăхтавсенче ди-джейсем «пропаганда» ĕçне тунă. ÇХ, 1997, 49 /, 4 с. Халь ди-джей юрă-кĕвĕ çыракан... фирмăра çĕнĕ альбом хатĕрлет. Т-ш, 1999, 12 /, 11 с. Ди-джейсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. К-ш, 2001, 4 /, 4 с.

дилер

ç.с., экон. Тавар (е хаклă хутсем) туянса хăй тĕллĕн сутă тăвакан, хаксен ăрасналăхĕнчен услам илекен çын е фирма; сутуçă. Дилерăн брокер пек ĕçлеме те май пур. Ç-т, 1992, 6 /, 24 с. «Хавхалану» юлташлăх — Тутаеври мотор завочĕн официаллă дилерĕ. Х-р, 29.10.1993, 4 с. Çĕнĕ тата питĕ кирлĕ «маркетинг», «лизинг», «дилер тытăмĕ» ... ăнлавсене пĕр хăрамасăр хăнăхмалла. ÇХ, 1997, 49 /, 1 с. — промышленность-дилер предприятийĕ (Х-р, 14.10.1992, 2 с.); дилер станцийĕ (Х-р, 20.09.2003, 2 с.).

динамовец

п.с. «Динамо» спорт пĕрлĕхĕн (об-ществин), «Динамо» командăн спортсменĕ. Шупашкарти А.Трофимов динамовец та тĕнче класлă спорт мастерĕ пулса тăчĕ. Х-р, 19.09.1996, 4 с. Турнирăн çĕнтерӳçи ятне Шупашкарти динамовец, милици майорĕ ... В.Голландцев тивĕçрĕ. Х-р, 18.11.1998, 4 с. Вĕсем динамовецсене 0 , 3 шутпа выляса янă. Х-р, 16.07.1999, 4 с. Çĕнĕ ăмăртăвăн пĕрремĕш çаврăмĕнчи вăйăсенче агрегатчиксем динамовецсемпе хăнара тĕл пулнă. Х-р, 23.01.2001, 4 с.

диск

ç.п. Кĕвĕ-юрă е урăх информаци çырнă пластинка. Юрлать, пысăк çитĕнӳсем тăвать, темиçе диск çыртарса кăларнă. Х-р, 17.06.1992, 2 с. Влад Сташевский сцена çине тухнăранпа кăçал пилĕк çул çитет. Çакна вăл çĕнĕ диск кăларнипе паллă тăвать. Т-ш, 1998, 12 /, 12 с. Эп халех чаплă хитсен тулли дискне çыртарса хатĕрлеме пултаратăп. ÇХ, 1999, 1 /, 5 с. Киле çитрĕм те ывăннине пăхмасăрах диск итлерĕм. Х-р, 1.06.2000, 3 с. — лазер диск (ÇХ, 1998, 47 /, 8 с.).

засыпушка

п.с. Хулари çырма-çатраллă вырăнта васкавлă туса лартнă нишлĕ пӳрт-çурт. Казаков, çĕнĕ хваттере куçас вырăнне, ... кивĕ кил вырăнĕнчех çĕнĕ пӳрт туса лартрĕ. Засыпушка тенине. К-н, 1979, 13 /, 2 с. Засыпушкăсем умĕнчи çӳп-çапа тасатас пирки пĕрре кăна мар ... систернĕ. К-н, 1987, 13 /, 3 с. Шупашкарти Путепроводная урамри А.-сен «засыпушки» вара пĕтĕмпех çунса кайнă. Х-р, 13.02.1996, 1 с. Пĕрин кермен те легковушка, тепринпĕртен-пĕр засыпушка. Х-р, 18.03.1998, 3 с. — засыпушкăра пурăн (ХК, 2000, 3 /, 14 с.; Х-р, 24.10.2000, 2 с.; Ар, 2001, 6 /, 1 с.); «засыпушкăсен хули» (Х-р, 8.10.1999, 1 с.); — илемсĕр засыпушкăсем (Х-р, 13.07.2002, 2 с.).

иленӳ

1. П.п. Килĕштерни, кăмăллани; туртăм (чун туртăмĕ, ар туртăмĕ). Кайран вăхăтлăх иленӳсем, вăрттăн тĕл-пулусем, ӳкĕнӳсĕр уйрăлусем кăна сике-сике тухрĕç ун тĕллĕн. В.Петров, 1985, 203 с. Официаллă арăмĕ патне унăн нимĕнле иленӳ те пулман. Х-р, 10.09.1996, 3 с. — ВЧС, 1971, 584 с. 2. Ç.п. Йăпанăç, киленӳ, айкашу. Ялти ачасен вăййисем те, шӳчĕсем те, иленĕвĕсем те хулари пек мар. В.Петров, 1989, 34 с. «Иванушкисем»[эстрада ушкăнĕ]... «Кукла» юрра пула çĕнĕ иленӳпе «чирленĕ». Халь музыкантсем пуканесем пухаççĕ. Т-ш, 1998, 12 /, 12 с.

имидж

ç.с. Пĕр-пĕр çыннăн, йышăн, вырăнăн т.ыт. халăх ăс-тăнĕнче (хăй тĕллĕн е ятарлă витĕмпе) ӳкерĕннĕ пайăр сăн-сăпачĕ. Унăн [совет халăхĕн] имиджĕ валли пур атрибута та хатĕрлесе çитернĕччĕ... Х-р, 3.10.1992, 2 с. Политикăра «вилес мар» тесен яланах сăнарнаимиджнаçĕнетсе тăмалла. ÇХ, 1997, 28 /, 2 с. Асăннă преступлени Чăваш Республикин имиджне, лăпкă регионăн ятне самаях хавшатрĕ. ÇХ, 2000, 39 /, 3 с. Санăн имидж пулсан, эс сцена çине тухсанах шăпăрр! алă çупĕç. Ар, 2001, 9 /, 2 с. — политикăн имиджĕ (ÇХ, 1997, 28 /, 2 с.); çĕнĕ имидж (ÇХ, 1999, 1 /, 5 с.); интереслĕ имидж (ÇХ, 1999, 8 /, 8 с.); — имиджа улăштар (ÇХ, 2001, 47 /, 10 с.; ÇХ, 2002, 23 /, 8 с.).

инноваци

ç.с. Çĕнĕ техникăпа технологие тата ӳсĕмлĕ ăслайсене ĕçе кĕртесшĕн тимлени; çĕнетӳ. Аталану бюджетне инвестиципе инноваци ĕçĕ валли уйăракан укçа-тенкĕ тата производствăна пысăклатассипе çыхăннă ытти тăкаксем кĕреççĕ. Х-р, 17.03.1992, 4 с. Инноваци юхăмĕ республикăра анлă сарăлнăранпа 6 çул çитрĕ. Х-р, 10.09.1996, 2 с. Ялти 2500 ача инноваци шкулĕсенче вĕренеççĕ. ÇХ, 1997, 49 /, 1 с. — инноваци центрĕ (Х-р, 29.05.2001, 2 с.).

инфраструктура

п.с., ç.с. Общество пурнăçне тата экономика ĕçĕ-хĕлне йĕркелесе пыма май паракан хуçалăх сыпăкĕсен пĕрлĕхĕ (çул-йĕр, транспорт, çыхăну т.ыт.те). Чи малтанах халăх хуçалăхĕн инфраструктурине çĕнететпĕр, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртетпĕр. Х-р, 13.01.1994, 1 с. Хула инфраструктурине аталантарасси. Х-р, 13.02.1997, 1 с. Общество инфратытăмне уйрăм çынсен инвестицийĕсене явăçтарасси. Х-р, 23. 05.2001, 7 с. [Бизнес-центрта] бизнесменсене кирлĕ пĕтĕм инфратытăм пулĕ. Х-р, 18.09.2001, 1 с. — экономика инфраструктури (Х-р, 7.04.2001, 1 с.); социаллă инфраструктура (ÇХ, 2003, 13 /, 13 с.).

инфратытăм

п.с., ç.с. Общество пурнăçне тата экономика ĕçĕ-хĕлне йĕркелесе пыма май паракан хуçалăх сыпăкĕсен пĕрлĕхĕ (çул-йĕр, транспорт, çыхăну т.ыт.те). Чи малтанах халăх хуçалăхĕн инфраструктурине çĕнететпĕр, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртетпĕр. Х-р, 13.01.1994, 1 с. Хула инфраструктурине аталантарасси. Х-р, 13.02.1997, 1 с. Общество инфратытăмне уйрăм çынсен инвестицийĕсене явăçтарасси. Х-р, 23. 05.2001, 7 с. [Бизнес-центрта] бизнесменсене кирлĕ пĕтĕм инфратытăм пулĕ. Х-р, 18.09.2001, 1 с. — экономика инфраструктури (Х-р, 7.04.2001, 1 с.); социаллă инфраструктура (ÇХ, 2003, 13 /, 13 с.).

ипотека

ç.с., экон., фин. Куçман пурлăха саклата хывса чылайлăха кивçен илни. Çĕнĕ тата питĕ кирлĕ «маркетинг», «ипотека», «лизинг» ... ăнлавсене пĕр хăрамасăр хăнăхмалла. ÇХ, 1997, 49 /, 1 с. Ипотека хваттерсен черетне самаях чакарма анлă çул уçса парĕ. Х-р, 13.05.2000, 2 с. Тăваттăмĕш черечĕ — субсиди тата ипотека кредичĕ илекенсем валли. ÇХ, 2000, 5 /, 3 с. Пурăнмалли çурт-йĕр тăвас çĕрте пĕтĕм тĕнчере ипотека мелĕпе усă кураççĕ. Х-р, 21.10.2000, 1 с.

йогурт

ç.с. Улма-çырла сĕткенне ярса техĕмлетнĕ çăра турăх. Нимĕçсен технологийĕпе кунта [Москакассинче] йогурт хатĕрлеççĕ. Х-р, 22.06.1995, 1 с. «Шупашкар сĕт завочĕ» АО юлашки çулсенче çĕнĕ технологие алла илчĕ, ... халĕ унта йогурт та кăлараççĕ. ХС, 1999, 33 /, 2 с. Кунсерен 150-шар грамм йогурт çини шăнса пăсăласран сыхланма... май парать. С-х, 1999, 1 /, 2 с. Амалăх умне йогуртпа е кефирпа ... сиплени чăнах та кăсăк мел. С-х, 2000, 18 /, 4 с. — йӳçнĕ сĕтрен тунă йогурт (С-х, 1999, 19 /, 3 с.); улма-çырла йогурчĕ (С-х, 2000, 29 /, 3 с.); консервант хушнă йогурт (С-х, 2000, 41 /, 3 с.); çуллă йогурт (С-х, 2001, 11 /, 3 с.). — танл., югурт (П.Хусанкай, 1977, 272 с.).

йытă

1. Ç.п., астрол. Хĕвелтухăç йăлипе çулталăксен ыл-машăвне кăтартакан вуникĕ паллăран вунпĕрмĕшĕ. Хăш-пĕр çĕршыв-сен календарĕсенче кашни çулталăка выльăх-чĕрлĕх тата тискер кайăк ятне панă, ... Упăте, Автан, Йытă, Сысна. КЯ, 15.05.1988, 4 с. Ман тусăмЙытă çулĕнче çуралнă Арăслан. Т-ш, 1994, 27 /, 8 с. 2. Ç.п., астрол. Çак чĕрчунпа палăртакан çулталăкра çуралнă çын. Йыттăн хăйне çăмăлрах тытма, шӳтлеме вĕренмелле. Т-ш, 13.02.1991, 8 с. Йытă, Тигр пекех шанăçне çухатнăскер, малалла вăрттăн кĕрешет. Х-р, 31.12.1992, 3 с. Йытăсем çĕнĕ юлташсем тупĕç. ÇХ, 1998, 52 /, 7 с.

качака

1. Ç.п., астрол. Хĕвелтухăç йăлипе çулталăксен ылмашăвне кăтартакан 12 паллăран саккăрмĕшĕ. Качака [çулĕ] çĕнĕ туйăмсемпе хавхалантарать. Т-ш, 13.02.1991. 8 с. Качака, Сурăх, Кушак — зороастризм календарĕнчи çулсен ячĕсем. Я-в, 2000, 4 /, 52 с. Китай календарĕпе 2003 çул Хура Качака çулĕ шутланать. КÇ, 2002, 52 /, 1 с. 2. Ç.п., астрол. Çак чĕрчунпа палăртакан çулталăкра çуралнă çын. Кăçал Качакан илĕртӳллĕ çулçӳрев, ... кĕтмен тĕлпулусем пулĕç. Т-ш, 13. 02.1991, 8 с. Качакасем аранах ... бизнес ăнăçлă аталанасса кĕтсе илĕç. ÇХ, 1998, 52 /, 7 с. Вăл [Кушак] Качакана лайăх пăхать. Т-ш, 1999, 1 /, 2 с. — Хĕрарăм-качакасем (Ар, 2001, 3 /, 3 с.).

качака

Ту качаки, ç.п., астрол. Çулталăк çаврăмĕпе пыракан Хĕвел çав ятлă çăлтăрсен ушкăне кĕрсен (22.XII—20.I) çуралнă çын. Ту качакине Непал астрологĕ чуна çĕклентерсе яракан ĕç-пуç пуласса шантарать. Т-ш, 27.02.1991, 7 с. Ту кача-кисен çĕнĕ туссем тата хӳтĕлевçĕсем тупăнĕç. ХС, 1999, 11 /, 3 с. Çăлтăрçăсем Ту качакисене çак профессисене суйласа илме сĕнеççĕ, сад ăсти, политик, ученăй, шахтер. Ар, 2001, 3 /, 3 с. — Ту качаки палли (ÇХ, 1999, 3 /, 11 с.)

кăтарту

ç.п. Халăха пухса çĕнĕ япалапа, пултарулăх ĕçĕпе чаплăн паллаштарни; презентаци, хăтлав. Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарти Сăра музейĕнче ятарлă кăтарту пулĕ. Х-р, 20.06.2000, 2 с. А.Тимофеев-Ыхран «Çырусем» ... кĕнекин презентацийĕ иртрĕ. Ун умĕн ... В.Пушкин пухса хатĕрленĕ «Чăваш литератури» учебник-хрестоматин кăтартăвне йĕркеленĕччĕ. Х-р, 19.10.2001, 4 с.

кĕпĕрнаттăр

ч.с. Область е край администрацийĕн пуçлăхĕ. Чулхула кĕпĕрнаттăрне Б.Немцова, Самар хулин мэрне О.Сысуева Раççей правительствине йыхравларĕç. ÇХ, 1997, 38 /, 4 с. Кĕпĕрнаттăр стипендине кам илме тивĕç пулнине вĕренӳ заведенийĕсен администрацийĕпе ... профком палăртаççĕ. К-ш, 1998, 7 /, 1 с. Малашне Приморье крайĕн кĕпĕрнаттăрĕ пулас текенсен ... суйлав салукĕ тӳлемелле пулать. Х-р, 29.04.1999, 1 с. — Чĕмпĕр кĕпĕрнаторĕ (ХС, 19.07.1996); Красноярск крайĕн çĕнĕ кĕпĕрнаттăрĕ, Вологда облаçĕн экс-кĕпĕрнаттăрĕ (Х-р, 6.08.1998, 3 с.); Кемĕр облаçĕн кĕпĕрнаторĕ (Х-р, 22.02.2000, 1 с.); — кĕпĕрнаттăра суйлан (Х-р, 27.11.2001, 1 с.).

кĕпĕрнатăр

ч.с. Область е край администрацийĕн пуçлăхĕ. Чулхула кĕпĕрнаттăрне Б.Немцова, Самар хулин мэрне О.Сысуева Раççей правительствине йыхравларĕç. ÇХ, 1997, 38 /, 4 с. Кĕпĕрнаттăр стипендине кам илме тивĕç пулнине вĕренӳ заведенийĕсен администрацийĕпе ... профком палăртаççĕ. К-ш, 1998, 7 /, 1 с. Малашне Приморье крайĕн кĕпĕрнаттăрĕ пулас текенсен ... суйлав салукĕ тӳлемелле пулать. Х-р, 29.04.1999, 1 с. — Чĕмпĕр кĕпĕрнаторĕ (ХС, 19.07.1996); Красноярск крайĕн çĕнĕ кĕпĕрнаттăрĕ, Вологда облаçĕн экс-кĕпĕрнаттăрĕ (Х-р, 6.08.1998, 3 с.); Кемĕр облаçĕн кĕпĕрнаторĕ (Х-р, 22.02.2000, 1 с.); — кĕпĕрнаттăра суйлан (Х-р, 27.11.2001, 1 с.).

кĕпĕрнатор

ч.с. Область е край администрацийĕн пуçлăхĕ. Чулхула кĕпĕрнаттăрне Б.Немцова, Самар хулин мэрне О.Сысуева Раççей правительствине йыхравларĕç. ÇХ, 1997, 38 /, 4 с. Кĕпĕрнаттăр стипендине кам илме тивĕç пулнине вĕренӳ заведенийĕсен администрацийĕпе ... профком палăртаççĕ. К-ш, 1998, 7 /, 1 с. Малашне Приморье крайĕн кĕпĕрнаттăрĕ пулас текенсен ... суйлав салукĕ тӳлемелле пулать. Х-р, 29.04.1999, 1 с. — Чĕмпĕр кĕпĕрнаторĕ (ХС, 19.07.1996); Красноярск крайĕн çĕнĕ кĕпĕрнаттăрĕ, Вологда облаçĕн экс-кĕпĕрнаттăрĕ (Х-р, 6.08.1998, 3 с.); Кемĕр облаçĕн кĕпĕрнаторĕ (Х-р, 22.02.2000, 1 с.); — кĕпĕрнаттăра суйлан (Х-р, 27.11.2001, 1 с.).

кĕрешӳ

ç.п. е чĂваш кĔрешĔвĔ, ç.я. Чăваш халă-хĕн вăй-хал виçмелли, тытăçмалли мелĕсене тĕпе хуракан тупăшу (туп.) ăсталăхĕ; наци спорчĕн тĕсĕ. Чăваш кĕрешĕвне шкулта вĕренмелле [Пуçелĕк]. Х-р, 25.02.1997, 4 с. Çĕнĕ Шупашкарта «кĕрешӳ» чăваш наци спорчĕ вăй илсе те аталанса пырать. Т-ш, 1998, 8 /, 10 с. Чăваш халăх кĕрешĕвĕн регионти «Кĕрешӳ» фе-дерацийĕ. А-у, 2001, 1 /, 2 с. Паян Çĕнĕ Шупашкар спорт комп-лексĕнче чăваш кĕрешĕвĕн ăмăртăвĕ иртет. Х-р, 25.04.2002, 3 с.

киви

ç.с. Кăштăрка хăмăр хупăллă, çутă симĕс ăшлă, чăх çăмарти пысăкăш кăнтăр çимĕçĕ. Кивисене Çĕнĕ Зеландирен тиесе килнĕ, апельсинсем Израиль çĕрĕн сĕткенĕпе ӳснĕ. Х-р, 12.02.1997,1 с. Киви çимĕçе лавккасемпе пасарсенче тахçанах сутаççĕ, анчах та çынсем ăна питех туянмаççĕ. С-х, 2000, 6 /, 2 с. Хăш-пĕр çынсен киви çисен аллерги пулать. ÇХ, 2001, 14 /, 9 с. Кивие юн пусăмĕ пысăккипе аптракансен уйрăмах нумай çимелле. С-х, 2001, 34 /, 4 с.

команда

1. Ç.п. Суйланас тĕллевлĕ çыннăн е пĕр-пĕр пуçлăхăн таврашĕ, çывăх йышĕ. Премьер команда пухать [Пуçелĕк]. Х-р, 26.01.1994, 1 с. Министр канашлăва пухăннисене хăйĕн çĕнĕ командипе паллаштарчĕ. Х-р, 6.03.1998, 1 с. Н.Федоров команди В.Шурчанов командине пĕр листовкăпа та вараламан. Х-р, 28.03.1998, 7 с. Кăлава... хăйĕн командипех килчĕ, хĕрлĕ хăю касрĕ. К-н, 2002, 16 /, 19 с. 2. Ç.п. Пĕрлехи тĕллевсене пурнăçлама пĕтĕçнĕ ушкăн. Н.Григорьевăн (вăл Шурчановпа пĕр командăра) вара хăйĕн рабочийĕсене тӳлемелли парăм та питĕ пысăк. Х-р, 25.12.1997, 3 с. Федераци центрĕнче регионсемпе ăста ĕçлеме пĕлекен команда çаплипех çук. Х-р, 6.08.1998, 3 с. Çак команда комбинат укçине хăйĕн кĕсйине чикмесен, «Химпромри» вăтам ĕç укçи ... темиçе хут пысăкрах пулмалла. Ч-х, 1999, 27 /, 6 с.

компьютеризаци

ç.с. Компьютерсемпе анлăн усă курма пуçлани; обществăна компьютерсемпе тивĕçтерни. Çак çĕнĕ ăнлавсемпе юнашарах вунă çул каялла никамах та илтмен «компьютеризаци», «информатика» сăмахсем тăраççĕ. ТА, 1989, 9 /, 59 с. Унта [Америкăра], паллах, пĕтĕм çĕнĕ прибор, çӳллĕ шайри технологи, компьютеризаци. ÇХ, 2001, 31 /, 3 с. Компью-теризациялта та малти вырăнта [Пуçелĕк]. Х-р, 27.12. 2001, 2 с. — компьютеризаци шайĕ (Х-р, 28.02.1997, 1 с.).

курав

ç.с. Пĕр-пĕр япаласен (картинăсен, кĕнекесен т.ыт.) пуххине йĕркелесе халăха вăхăтлăх кăтартни; выставка, куравăш. Курава Чăваш патшалăх ӳнер музейĕн залĕсенче йĕркеленĕ. Юрий Зайцев, 1990, 1 с. Библиотекăракурав [Пуçелĕк]. Х-р, 14.03. 1996, 3 с. Шупашкарăн Мускав районĕнчи Ачасен пултарулăх керменĕнче кашни çулах ал ĕçĕсен куравне йĕркелеççĕ. ЧХ, 30.05.1998, 4 с. Танл., Леонид иккĕмĕш çул ĕнтĕ пурсуй йытăсен ăмăрту-куравне йĕркелет. ÇХ, 1998, 45 /, 2 с. — ал ăсталăх куравĕ (ÇХ, 1998, 13 /, 6 с.); ятран курав (Т-ш, 1998, 5 /, 5 с.); пĕтĕмлетӳ куравĕ (Я-в, 1999, 2 /, 90 с.); тĕнчери курав (Я-в, 2000, 5 /, 85 с.); çĕнĕ курав (Х-р, 9.10.2001, 4 с.); — курав залĕ (ÇХ, 1997, 46 /, 5 с.; Х-р, 8.06.1999, 4 с.); Курав керменĕ (ÇХ, 1998, 49 /, 9 с.; ХС, 1999, 12 /, 1 с.); курав ирттер, курава тăрат (Х-р, 24.01.1998, 11 с.); курав уç (1998, 5 /, 5 с.); курава хутшăн (Х-р, 8.06.1999, 4 с.); куравсен çĕнтерӳçи (Я-в, 2000,5 /, 85 с.).

курăм

п.с. 1. Çын таврари пурнăç çине мĕнле пăхни, ăна епле хаклани. Яков Ухсай сăнласа пама ăста, унăн хăйĕн курăм. Вăл çын курманнине курма пĕлет. Г.Ефимов //Я-в, 1963, 4 /, 32 с. Хальхи поэтсен Шелепи тапхăрĕпе танлаштарсассăн — урăх курăм, урăх ăнлану. КЯ, 7.02.1982, 4 с. Вĕсен [çамрăксен] хăйсене евĕр курăм, хăйсен сасси. ТА, 1988, 10 /, 1 с. Чăваш шухăшлавĕпе курăмĕ çут çанталăкран çын еннелле ... куçса пыма кăмăллать. В.Родионов //Х-р, 18.11.1998, 3 с. — çĕнĕ курăм (Я-в, 1963, 11 /, 30 с.); философиллĕ курăм (Л.Таллеров, 1978, 10 с.); экзистенциаллă курăм (Х-р, 28.09.2001, 4 с.); — танл., тĕнчекурăм. 2. Куç умне тухакан сăнлăх; куçа курăнни. Чӳрече умĕнчи акацисем çине шевле ӳкнĕ... Ман чунра çак курăм иртнĕ кунсемшĕн хĕрхенӳ çеç çуратрĕ. А.Аттил //ТА, 1988, 10 /, 62 с. Сарри çĕрĕпех ... çурма ыйхăллă та çурма чăнлăхлă курăмсемпе аташса выртрĕ. В.Игнатьев, 1990, 47 с. Епле анлă курăм [тавралăх пирки]! Х-р, 30.04.1997, 7 с. Паян çав курăм харсăр Çăлтăрлăх. А.Т.-Ыхра, 2001, 80 с.

лартăм

ç.с. Пьеса лартни; спектакль, постановка. Çавăн пек лартăмсенчен пĕри — Чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши çырнă «Итлемен чăх чĕппи» пьеса-юмах. Т-ш, 1998, 5 /, 2 с. Сцена ăстисен коллективĕ куракансене çĕнĕ сезонра чăвашла лартăмсемпе татах та савăнтарĕ. Т-ш, 2000, 42 /, 3 с.

лизинг

ç.с., фин., экон. Техникăна (е урăх пурлăха) майĕпен тӳлесе татмалли йĕркепе тара илни; аренда. Çакмалли-кăлармалли техникăна ... лизинг мелĕпе туянма пулать иккен. Х-р, 17.04.1996, 3 с. Колхоз топливо тата электроэнерги шучĕпе укçа перекетлесшĕн, лизинг йĕркипе çĕнĕ машинăсем илсе чуралăха кĕрсе ӳкесшĕн мар. ЧÇ, 1998, 14 /, 11 с. Виçĕм çул лизингпа икĕ трактор туяннă. ХС, 1999, 23 /, 2 с. Лизинг ял хуçалăх экономикине тĕреклетме пулăшать [Пуçелĕк]. Х-р, 2.12.2000, 2 с. — лизинг операцийĕсем (Х-р, 8.04.1993, 4 с.); лизинг фончĕсем (ХС, 18.11.1997, 1 с.); лизинг компанийĕ (Т-ш, 1999, 32 /, 3 с.; Х-р, 7.04.2001, 1 с.); лизинг ĕçĕсем, лизинг килĕшĕвĕ (Х-р, 2.12. 2000, 2 с.); — финанс лизингĕ, «Чăвашагропромлизинг» (Х-р, 2.12.2000, 2 с.).

ликвидатор

ч.с., ç.п. Чернобыльти аварин (1986 ç.) е çавăн йышши урăх инкекĕн сиенне катертме хутшăннă çын. Шупашкарти «Северная» клиникăра выртакан ликвидаторсем [Мисчĕри аварие сирекенсем] хăйсен пухăвне ирттернĕ. Унта 32 ликвидатор хутшăннă. Х-р, 29.05.1996, 1 с. Ун пек хутсене Чер-нобыльте паман-çке, Раççейри 50 пин ликвидатортан 163-шĕ кăна çакăн пек справкăсем кăтартма пултарать. ÇХ, 1998, 44 /, 2 с. Радиаци катастрофинче вилнисене асăнмалли кун Çĕнĕ Шу-пашкарта «ликвидаторсене» халалланă монумент уçăлчĕ. (Х-р, 29.04.2003, 1 с.). — танл., чернобылец.

лимонник

п.с. Лимон шăршиллĕ, хĕрлĕ çырлаллă, явăнса ӳсекен тĕмĕ. Лимонник, актиниди, ... хура тата шурă хурлăхан, йĕплĕ хурлăханкама мĕн кирлĕ, суйла кăна. Х-р, 11.09.1996, 4 с. Пахчаçăсен калаçăвĕсене тимлесен çĕнĕ культу-рăсен ячĕсем хăлхана кĕреççĕ, актиниди, лимонник, айва... К-ш, 1997, 39 /, 8 с. Лимонник ... сивве тӳсĕмлĕ. Ар, 2002, 20 /, 4 с.

меслетлĕх

ç.с. Пĕр-пĕр ĕçе ăнăçлă ирттермелли е вĕрентмелли мел-ăслай пĕрлĕхĕ; методика. Вăл ВЛКСМ рескомĕн вĕренӳпе меслетлĕх центрĕн директорĕнче вăй хунă. ÇХ, 1998, 44 /, 3 с. Калаçу урокĕсен меслетлĕхĕ. ЧЧВМ, 1998, 14 с. Ăна чăваш чĕлхипе литературин меслетлĕх кафедрин тилхепине шанса параççĕ. Х-р, 28.04.2000, 2 с. — вĕренӳпе меслетлĕх нушисем (ХК, 1993, 8 /, 8 с.); ăслăлăхпа меслетлĕх центрĕ (Т-ш, 2000, 34 /, 3 с.); — çĕнĕ меслетлĕхе алла ил (А.Леонтьев, 2003, 11 с.).

мешехе

ч.с. Йăла-йĕрке, йăла-сăлай, халăх хавалĕ. Çĕнĕ çул уявĕпе çыхăннă çак мешехесем (йăласем) Чăваш хут-лăхне килсе кĕни нумаях та пулмасть-ха. ХШ, 1993, 5 /, 71 с. Сасă парать пытару мешехи... К.Бельман, 1999, 126 с. Ĕмĕрсен мешехи [Пуçелĕк]. Ар, 2001, 18 /, 1 с. — туй мешехи (Я-в, 1946, 10 /, 27 с.; В.Садай, 1982, 169 с.; ЧС, 1994, 8 кл., 19 с.); кĕлĕ мешехи (М.Скворцов, 1985, 19 с.); мунча мешехи (ЧС, 1993, 10 кл, 147 с.); кĕреке мешехи (ТА, 2000, 2 /, 71 с.); хутшăну мешехи (У-ц, 2001, 38 /, 3 с.).

мисс

ç.п. Илемлĕх е ăсталăх конкурсĕнче мала тухнă хĕр; пике. Нумаях пулмасть хĕрсем «Выл тăрăхĕнчи мисс 98» ятне çĕнсе илессишĕн кĕрешнĕ. ÇХ, 1998, 22 /, 5 с. Шура Петрова «Тĕнче мисĕ» ята илме тăрăшрĕ ... «Хыпар» мисĕ» ята вара Е.Глухова тивĕçрĕ. ÇХ, 1999, 49 /, 2 с. Çулсерен çĕнĕрен те çĕнĕ миссем тупăнчĕç. ÇХ, 2000, 38 /, 4 с. «Пулăçă-мисс» çичĕ çулта [Пуçелĕк]. Х-р, 2.07.2002, 1 с. — Раççей мисĕ (ÇХ, 1998, 48 /, 4 с.); «Мисс-Шейпинг—94» конкурс (Х-р, 16.03.1994, 4 с.); «Чăваш Ен мисĕ—2000» конкурс (Х-р, 20.06.2000, 2 с.).

модель

ç.п. Модельерăн çĕнĕ ĕлкеллĕ тумтирне тăхăнса халăха кăтартакан йăрăс çын; манекенщик, манекенщица. Вăл Америкăри чи сумлă модель агентствипе контракт тунине пĕлетпĕр ĕнтĕ. ÇХ, 1999, 10 /, 2 с. Линда «Слава Зайцев килĕ» фэшн-кафере модель пулса «Натюр-шоу» фирма тумĕсемпе куракансене паллаштарнă... Модель рольне Линда аван вылянă. Т-ш, 1999, 12 /, 11 с. Шурăна ... тепĕр паллă моделĕн М.Рузаевăн килĕнчен илсе тухса кайнă. ÇХ, 2000, 38 /, 4 с.

на-наец

ç.с., калаç. «На-на» шоу-ушкăн (туп.) солисчĕ. На-найçăсене те хăй вăхăтĕнче никамах та палламан. Т-ш, 1998, 4 /. «На-наецсем»С.Бабурин вице-спикер пулăшуçисем. ÇХ, 1999, 10 /, 8 с. Республика кунне уявлама Мускав мэрĕ те килчĕ. Пĕччен те мар, футбол командипе тата «на-наецсемпе». ÇХ, 1999, 49 /, 2 с. «На-наецсем» Америкăра Çĕнĕ çултанпа пурăнаççĕ. Х-р, 7.06.2000, 3 с. — на-найçăсен концерчĕ (Т-ш, 26.01.1996, 9 с.); «на-наецсемпе» туслă пул (ÇХ, 2001, 47 /, 5 с.).

на-найçă

ç.с., калаç. «На-на» шоу-ушкăн (туп.) солисчĕ. На-найçăсене те хăй вăхăтĕнче никамах та палламан. Т-ш, 1998, 4 /. «На-наецсем»С.Бабурин вице-спикер пулăшуçисем. ÇХ, 1999, 10 /, 8 с. Республика кунне уявлама Мускав мэрĕ те килчĕ. Пĕччен те мар, футбол командипе тата «на-наецсемпе». ÇХ, 1999, 49 /, 2 с. «На-наецсем» Америкăра Çĕнĕ çултанпа пурăнаççĕ. Х-р, 7.06.2000, 3 с. — на-найçăсен концерчĕ (Т-ш, 26.01.1996, 9 с.); «на-наецсемпе» туслă пул (ÇХ, 2001, 47 /, 5 с.).

неформал

ç.с. Тĕллев-интереса тĕпе хурса йĕркеленнĕ, официаллă майпа çирĕпленмен пĕрлешӳре тăракан çын. Наци пĕрлешĕвĕсен шайĕнче кăна «неформалсем» вăй илме пултарнă. Х-р, 15.09.1992, 2 с. Ура! Неформалсем, çурла уйăхĕн вĕçĕнче тĕп хуламăрти рок-клубра çĕнĕ сезон уçăлчĕ. ÇХ, 1998, 37 /, 10 с. Неформалсем пур-ха ĕнтĕ... Вĕсем Ленин палăкĕ хыçĕнче, Чапаев скверĕнче ... пуçтарăнаççĕ. ÇХ, 1999, 39 /, 12 с. «Неформалсен» (вĕсене ун чухне çапла калатчĕç) форумĕсене хутшăнаттăм та тĕп редактор пӳлĕмне информаци йăтса кĕреттĕм. Х-р, 15.08.2000, 1 с. — неформал-организацисем (КЯ, 19.09.1989, 2 с.).

номинаци

ç.с. 1. Анлă конкурсăн пултарулăха виçмелли кашни енĕ; пултарулăх ăмăртăвĕн пĕр майĕ. Шăмăршăсем фестиваль лауреачĕ пулчĕç, ... чи ăста драматург, композитор номинацийĕсенче çĕнтерчĕç. Ă-л, 1998, 4 /, 3 с. «Спорт журналисчĕ» номинацире пĕрремĕш вырăна Ю.Плотников йышăнчĕ. ÇХ, 1999, 4 /, 10 с. Фестивальте 13 номинаципе приз панă. Х-р, 7.06.2000, 4 с. Вăл [пултарулăх уявĕ] ... виçĕ номинаципе иртет. Т-ш, 2001, 39 /, 3 с. — тĕрлĕ номинациллĕ конкурс (ÇХ, 10.04.1998, 2 с.). 2. Пултарулăх ăмăртăвĕн çĕнтерӳçине тивĕçекен хисеплĕ ят палăртăвĕ. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх театрĕ те ... çĕнĕ спектакльсем хатĕрлеме, сумлă ят-номинацисем çĕнсе илме тытăнĕ. Х-р, 7.06.2000, 4 с. «Чи лайăх медицина сестри» номинацие Элĕкри «Хĕвел» ача сачĕн аслă медицина сестри Р.Тарасова çĕнсе илчĕ. ПÇ, 2.09.2000, 2 с.

нумайпартилĕх

ç.с. Çĕр-шывра официаллă йĕркепе шута илнĕ темиçе политика партийĕ пулни. Нумай партилĕх те çĕнĕ философи «çимĕçĕ» мар. П-н, 1990, 2 /, 13 с. Хусанкай ларусен залĕнче çакăнса тăракан Ульянов-Ленин сăнне илме сĕнчĕ... Ленин большевиксен партине ертсе пынă, халĕ варанумайпартилĕх. Х-р, 30.07.1992, 1 с.

нумай партилĕх

ç.с. Çĕр-шывра официаллă йĕркепе шута илнĕ темиçе политика партийĕ пулни. Нумай партилĕх те çĕнĕ философи «çимĕçĕ» мар. П-н, 1990, 2 /, 13 с. Хусанкай ларусен залĕнче çакăнса тăракан Ульянов-Ленин сăнне илме сĕнчĕ... Ленин большевиксен партине ертсе пынă, халĕ варанумайпартилĕх. Х-р, 30.07.1992, 1 с.

опер

ç.с., калаç. Оперативник. Оперсем çак ĕçпех çыхăннă тепĕр адреспа çула тухма хатĕрленетчĕç. ÇХ, 2000, 11 /, 1 с. Йывăр пулин те, оперсем алă усмаççĕ. ÇХ, 2000, 27 /, 4 с. Икĕ çĕнĕ «тус» хӳрийĕ çине «оперсем» ларнă. Ар, 2002, 42 /, 2 с. — милици уйрăмĕн оперĕ (ÇХ, 1999, 42 /, 8 с.).

оргтехника

ç.с. Ĕçлĕ хутсене хатĕрлеме, майлама тата кирлĕ çĕре çитерме пулăшакан электронлă техника хатĕрĕсен пĕрлĕхĕ (ксерокс, факс, компьютерсем т.ыт.те). [Ялти] хăш-пĕр вăтам шкулта вĕренекенсен шучĕ çĕре те çитмест... Пурин валли ку чухнехи оргтехника е компьютер класĕ туянаймастăн. Х-р, 14.08.2002, 1 с. Пирĕн офиссенче хальхи вăхăтри чи çĕнĕ оргтехника. ХС, 2003, 82 /, 6 с.

офис

ç.с. Фирмăн е урăх учрежденин тĕп çурчĕ е кабинечĕ; кантур. Чăваш Республикин тĕп хулинче чăвашла çырнă ... «офиссен» ячĕсем нумай-и пирĕн. А.Смолин //Х-р, 17.03.1992, 5 с. Винокуров урамĕнчи 57-мĕш çуртра пысăках мар ĕç вырăнĕ, хальхилле офис тейĕпĕр-и ăна, пур. Я-в, 1995, 9 /, 124 с. Хăйĕн лавккине уçас е çĕнĕ офиса куçас тĕллев тытнисем ĕмĕтне пурнăçлĕç. ХС, 1999, 36 /, 4 с. — офис ĕçĕ (Т-ш, 1996, 26 /, 2 с.); офис пурлăхĕ (Х-р, 5.09.1996, 2 с.); офис уç (ÇХ, 1998, 3 /, 4 с.); офиса çарат (ÇХ, 1999, 39 /, 5 с.); офис костюмĕ (ÇХ, 2000, 14 /, 11 с.); — шеф-пуçлăх офисĕ (Х-р, 6.07.1999, 4 с.); ЧОКЦ офисĕ (Х-р, 3.11.1999, 1 с.); фирма офисĕ (ÇХ, 2000, 5 /, 12 с.); çемье врачĕн офисĕ (Х-р, 13.07.2002, 2 с.).

палăрту

ç.п. Паллă туни, регистрацилени; палăртса хуни, тĕв туни. Журнал çинчи палăртусем те пĕр-пĕринпе саплашмаççĕ. К-н, 1985, 21 /, 2 с. Манăн 150 изобретени, чылайăшĕпе патент илнĕ. Черетре çĕнĕ шухăшсем, палăртусем. ЧÇ, 1998, 11 /, 5 с.

педуниверситет

ç.с. Педагогика университечĕ. Халĕ каччăсем аслă шкулта вĕренеççĕ ĕнтĕ. Андрейпедуниверситетра, АлексейЧПУра. ÇХ, 1998, 47 /, 12 с. Чăваш енри чи ватă аслă шкулăн ӳсĕмĕсем унăн статусне пысăклатма, пед-институтран педуниверситет туса хума май параççĕ. ХШ, 1999, 4—5 /, 120 с. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх пед-университечĕ... Х-р, 16.08.2000, 2 с. — педуниверситетăн çĕнĕ корпусĕ (Х-р, 8.10.1999, 1 с.); педуниверситет историйĕ (Х-р, 28.04.2000, 2 с.); педуниверси-тетран вĕренсе тух (ПЧЕ, 2001, 4 /, 3 с.).

пинçуллăх

ç.с. Пин çула пĕрлеште-рекен тапхăр; вунă ĕмĕр. Хăçан та пулин килсе çăвĕ çак çумăр, пăсмасăр пин çуллăх йăли-йĕркине. П.Яккусен, 1993, 17 с. Иртнĕ пин çуллăхсенче чăваш халăхне нумай-нумай хут кăкланă — пурпĕрех пĕтереймен. ÇХ, 1999, 49 /, 1 с. Пинçуллăх кăнчĕ... А.Т.-Ыхра, 2000, 136 с. — çĕнĕ пинçуллăх (Х-р, 10.09.1992, 2 с.; Я-в, 2000, 12 /, 3 с.); пирĕн эрăчченхи пинçуллăх (ЧХ, 11.04.1998, 8 с.); пинçуллăхсем хушши (ÇХ-рĕ, 29.12.1999, 3 с.); иккĕмĕш пинçуллăх (Я-в, 2000, 12 /, 13 с.); виççĕмĕш пинçуллăха кĕр (ЧТ, 1998, 5 /, 2 с.; ХС, 1999, 27—28 /, 2 с.).

пин çуллăх

ç.с. Пин çула пĕрлеште-рекен тапхăр; вунă ĕмĕр. Хăçан та пулин килсе çăвĕ çак çумăр, пăсмасăр пин çуллăх йăли-йĕркине. П.Яккусен, 1993, 17 с. Иртнĕ пин çуллăхсенче чăваш халăхне нумай-нумай хут кăкланă — пурпĕрех пĕтереймен. ÇХ, 1999, 49 /, 1 с. Пинçуллăх кăнчĕ... А.Т.-Ыхра, 2000, 136 с. — çĕнĕ пинçуллăх (Х-р, 10.09.1992, 2 с.; Я-в, 2000, 12 /, 3 с.); пирĕн эрăчченхи пинçуллăх (ЧХ, 11.04.1998, 8 с.); пинçуллăхсем хушши (ÇХ-рĕ, 29.12.1999, 3 с.); иккĕмĕш пинçуллăх (Я-в, 2000, 12 /, 13 с.); виççĕмĕш пинçуллăха кĕр (ЧТ, 1998, 5 /, 2 с.; ХС, 1999, 27—28 /, 2 с.).

пирамида

ç.п., куçăм. Укçа хывакансен çĕнĕрен те çĕнĕ йышне илĕртсе явăçтарнипе тытăнса тăракан ултавлă услам тытăмĕ. Эпир халăха улталамалли пирамидăсем тумастпăр. Х-р, 27.07.2001, 2 с. Кукăр алăллисем «пирамидăсем» туса айван халăха улталанине патшалăх лăпкăнах пăхса тăчĕ. Х-р, 18.09.2001, 2 с.

презентаци

ç.с. Çĕнĕ япалапа, пултарулăх ĕçĕпе курăмлă паллаштарни, ăна йышлăн хăтлани; кăтарту (туп.). Ун чухне Хусанкай ячĕллĕ Культура керменĕнче «Аван-ин» презен-тацийĕ иртрĕ... Унччен Шупашкарта пĕр презентаци те пулман. ÇХ, 1998, 49 /, 9 с. Кунта пĕлтĕр ... пастеризациленĕ сăра тултаракан линин презентацине йĕркелерĕç. ХС, 1999, 2 /, 1 с. — архив презентацийĕ (Х-р, 30.09.1992, 3 с.); юрăсен презентацийĕ (Х-р, 20.01.1994, 4 с.); кĕнеке презентацийĕ (Х-р, 3.06.1997, 4 с.); хаçат презентацийĕ (ÇХ, 1998, 19 /, 1 с.); альбом презентацийĕ (Т-ш, 1998, 2 /); пластинка презентацийĕ (Х-р, 13.04.2001, 3 с.); — презентаци ирттер (Х-р, 20.01.1994, 4 с.; ÇХ, 1999, 8 /, 12 с.); презентацире пул (Х-р, 3.06.1997, 4 с.; ХС, 1999, 11 /, 4 с.).

презентациле

ç.с. Презентаци ту; хăтла. Çĕнĕ проекта презентациленĕ [Пуçелĕк]. Х-р, 17.10.2000, 1 с.

профессилĕх

ç.с., п.п. Çын хăйĕн ĕçне лайăх пĕлни; професси ăсталăхĕ. Пăлхар тата чăваш чĕлхисемпе çыхăннă ыйтусене пăхса тухмашкăн М.Закиевăн профессилĕх, ĕçе пĕлни çителĕклĕ мар. Х-р, 25.09.1996, 3 с. Çĕнĕ парламент ... профессилĕх тĕлĕшпе унчченхинчен кайра ... Финанспа бюджет комитечĕн пуçлăхĕнчефилософ-атеист. Х-р, 28.03.1998, 7 с. Сирĕн пысăк профессионализма укçа-тенкĕпе палăртма пултараççĕ. Х-р, 7.09.1996, 3 с. — профессилĕх шайĕ (ЧÇ, 1998, 22 /, 12 с.); профес-сионализм шайĕ (ЧТ, 1998, 5 /, 7 с.); профессионализм енĕсем (ÇХ, 1999, 10 /, 2 с.); профессионализмпа палăр (Х-р, 26.06.2003, 1 с.).

профессионализм

ç.с., п.п. Çын хăйĕн ĕçне лайăх пĕлни; професси ăсталăхĕ. Пăлхар тата чăваш чĕлхисемпе çыхăннă ыйтусене пăхса тухмашкăн М.Закиевăн профессилĕх, ĕçе пĕлни çителĕклĕ мар. Х-р, 25.09.1996, 3 с. Çĕнĕ парламент ... профессилĕх тĕлĕшпе унчченхинчен кайра ... Финанспа бюджет комитечĕн пуçлăхĕнчефилософ-атеист. Х-р, 28.03.1998, 7 с. Сирĕн пысăк профессионализма укçа-тенкĕпе палăртма пултараççĕ. Х-р, 7.09.1996, 3 с. — профессилĕх шайĕ (ЧÇ, 1998, 22 /, 12 с.); профес-сионализм шайĕ (ЧТ, 1998, 5 /, 7 с.); профессионализм енĕсем (ÇХ, 1999, 10 /, 2 с.); профессионализмпа палăр (Х-р, 26.06.2003, 1 с.).

пуçелĕк

ç.п. Пĕр-пĕр хайлавăн (произведенин) е унăн пайĕн ячĕ; заголовок. (Çак словарьте усă курнă çĕнĕ пĕлтерĕш).

ăстăвăм

п.с. Пултарулăх ĕçĕн çимĕçĕ (тупсăмĕ); произведени, хайлав. Шыравра çуралнă сăмахсем, ăстăвăм, ĕçтеш,... çутлăх, йĕркепĕрĕн т.ыт.те. Вуншар çĕнĕ сăмахпа пуянлатнă сăвăç [Митта В.] тăван чĕлхемĕре. Ю.Артемьев, 1984, 29 с. Мелос — музыкăллă ăстăвăмра кĕвĕллĕ ен палăрса тăни. Г.Айхи, 1988, 11 с. Текерлĕк, ... юрру санăстăвăм уççийĕ. Н.Исмуков, 1990, 89 с. Паллах, ӳнерĕн тĕрлĕ ăстăвăмĕ пĕр пекех паха пулса тухаймасть.ЧС, 1994, 8 кл., 7 с.

ĕмпӳ

ч.с., ç.п. Патшалăх ертӳçи, çулпуç. Пире «çутă пуласлăхпа» астаракансем темиçе ĕмпӳ те пулчĕç ĕнтĕ. В.Эктел //Я-в, 1990, 5 /, 28 с. Ав, ĕмпӳ-политик чанĕ çапрĕ çĕнĕ кĕвĕпе. Н.Ишентей, 1997, 4 с. Чăваш ĕмпĕвĕсемпе чăваш усламçисем те паянхи кунпа çеç пурăнаççĕ-тĕр. ÇХ, 1999, 9 /, 12 с.

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

библиотека

кĕнекесем хуракан вырăн; кĕнеке пуххи. Унта лайăх кĕнекесем нумай (библиотека) пулнă [Святой 1896:5]; Школасем, библиотекасем (кĕнекесем хуракан вырăн, кĕнекесем пухувĕ), читальнясем (хаçетсем, кĕнекесем вулакан вырăн) хаçетсем кăларас тесен ялан канчĕрлесе тăраççĕ [Хыпар 1906, № 34:533]; Чăвашсем çĕнĕ Раççĕйра ытти халăхсемпе пĕр тан пулĕç: <…> асăнмалли чăваш япалисене пуххисем (музейсем), кĕнеке пуххисем (библиотекăсем) пулĕç <…> [Комиссаров 1918:39].

доход

тупăш; усă. Патшалăх тупăшĕ (доход) тăватă уйăхра çĕнĕ çултан пуçласа пĕлтĕрхинчен 61 ½ мил. тенкĕ ытларах пулнă [Хыпар 1906, № 25:392]; Çĕр çулсерен хуçине доход (усă) кӳрет [Хыпар 1906, № 38:593].

закон

йăла; Иисус Христосăн пĕлĕт çинчи аслă сăмахĕ. Çакăнтан пурăр та ĕçĕр, çакă Манăн сирĕншĕн те ытти нумай çынсемшĕн те çылăхĕсене каçарасшăн юхтарнă çĕнĕ закон (йăла) юнăм [Церковные 1883:78]; Иисус Христос вĕсене пурне те лайăх ăнлантарасшăн вĕсене юмахпа кала-кала вĕрентнĕ, çĕр çинчи пĕр-пĕр пĕлмен япала çинчен юмах каласа Вăл хăйĕн пĕлĕт çинчи аслă сăмахне (законне) пур çынна та лайăх ăнламалла тунă [О боге 1891:76]; Еврейсем çак Турă каланă вунă тĕрлĕ пурăнăç йĕркине (закона) итлесе пĕтерсен хăраса Моисее каланă: Турăпа калаçма эсĕ ту çине ху кай; Вăл сана мĕн калĕ, эпир çавна пурне те тума тăрăшăпăр тенĕ [Наставление 1896:45]; Патшалăх Пухăвĕ законсем (йĕркесем) кăлармалла пултăр <…> [Хыпар 1906, № 2:18].

ичел

(хальхилле элчел) вилĕм. Василий каланă: ман çук япалана илеймĕн, ют çĕре ярасран та хăрамастăп, кирек ăçта та Турă çĕрĕ; вĕлерттерсен мана ырăлăх тăвăн: ичел (вилĕм) мана Туррăмпа пĕр çĕре хутшăнтарĕ тенĕ [Евангелие 1879:130]; Çав çĕнĕ кĕнĕ çук йĕкĕте тутăр парса янă; ярсан вăл хуçи хушнипе нимĕн пĕлмесĕр ичеле (вилĕме) кайнă [Букварь 1880:36].

календарь

çулталăк кĕнеки; çулталăк хисепĕ. Христос çураличчен 45 çул малтан Рим патшийĕ Юлий Цезарь çулталăкра 365 ¼ тавлăк лăп пулĕ тесе çĕнĕ çулталăк хисепĕ (календарь) кăларнă [Çулталăк 1910:2].

каяш вăрлăх

начар вăрлăх. Пирĕн чăваш пек вĕсем начар (каяш) вăрлăх акмаççĕ, чипер, тутă, çĕнĕ тырă акма тăрăшаççĕ [Степанов 1906:4].

малалли

килес. Çын ăсĕ çуллен курăнми çутăран çĕнĕрен çĕнĕ усă курма пуçлать, çавăнпа унăн малалли (килес) уссисем çинчен калама та пĕлмелле мар [çулталăк 1910:22].

мăя

мăй çыххи. Пĕри патша ывăлĕн аллинчен тытнă та «Патша, санăн мăя1 çĕнĕ-и мĕн?» тенĕ. 1Мăяна хăш çĕрте мăй çыххи теççĕ [Рассказы 1909:28].

музей

асăнмалли япаласен пуххи. Чăвашсем çĕнĕ Раççейра ытти халăхсемпе пĕр тан пулĕç: <…> асăнмалли чăваш япалисене пуххисем (музейсем), кĕнеке пуххисем (библиотекăсем) пулĕç <…> [Комиссаров 1918:38–39].

папа

Римри чиркӳ пуçлăхĕ пулса тăракан архиерей. Уйрăлсан нумай вăхăт та иртмен Римри чиркӳ пуçлăхĕ пулса тăракан архиерей (вĕсем ăна папа теççĕ) çĕнĕ йăласем кăлара пуçласассăн католик тĕнĕпе пурăнакансемех килĕштереймесĕр хирĕçе пуçланă [О святой 1898:10].

профессор

аслă шкулти учитель; университетри вĕрентекен. Унтан вăл пĕр Стоу ятлă профессора (аслă шкулти учителе) качча кайнă [Молянов 1988:76]; Çĕнĕ законсемшĕн пуринчен ытла çамрăксем, студентсем, хресченсенчен тухнă нумай вĕреннĕ çынсем, нумайĕшĕ студентсене вĕрентекен учительсем (профессорсем) те тăрăшаççĕ [Хыпар 1906, № 39:603]; Остав теекен хулара университетри профессор (вĕрентекен) Фильд пралук янрани çинчен нумай пулмасть питĕ аван каласа панă [Çулталăк 1914:14].

пуçалу

правительство. Пире ырăлăх тăвакан çĕнĕ пуçалу (правительство) [Хыпар 1917, № 2:3].

смета

укçа хисепĕ, бюджет. Хысна укçине пăхса тăракан министр (министр финансов) çулленех çĕнĕ çул умĕн çитес çулшăн хыснана укçа ăçтан кĕмелли çинчен, вăл укçана ăçта ямалли çинчен хисеп çырать; вăл хисепе вырăсла смета (бюджет) теççĕ. Халĕ çак укçа хисепне (сметăна) ĕнтĕ министр малтан Патшалăх Пухуне памалла [Высочайшие 1906:14].

сословие

(хальхилле сослови) ăрасна законпа пурăнакан халăх ушкăнĕ. Пирĕн шухăшпа, халăха çĕр парса ытти сословисемпе* танлаштармасан, ыйтакан ирĕксене пурне те памасан, часрах пур ĕçе те хăй ирĕкĕпе тумалла çĕнĕ Дума пухмасан пирĕн нихăçан та халăх лăпланса йĕркене кĕрес çук. *Пирĕн пурĕ тăватă сослови: хресчен сословийĕ, мещан сословийĕ, пупсен сословийĕ, улпутсен сословийĕ. Сослови тесе ăрасна законпа пурăнакан халăх ушкăнне калаççĕ [Хыпар 1906, № 33:509].

такмак

сăран хутаç. <…> тата çĕнĕ эреке кивĕ такмака (сăран хутаçа) тултармаççĕ: тултарсан такмакĕ çурăлать те эрекĕ те юхса тухать, такмакĕ те сая каять [Господа 1890:19].

тăхта

чарăн. Вăхăтра патшалăх йĕркисене, лайăхрах çĕнĕ саккунсем кăларса çĕнетнĕ пулсан кивĕ йĕрке пĕтесси кăшта тăхтанă (чарăннă) пулĕччĕ [История 1917:2].

шуратман пир

çĕнĕ пир. Никам та кивĕ тумтир çумне шуратман (çĕнĕ) пиртен саплăк лартса ямасть <…> [Господа 1898:82].

ятла

ят хур. Тата хăш-хăш çĕнĕрен тухнă япаласене ятлама (ят хума) çĕнĕ сăмахсем, килшуллă сăмахсем кăларма та пулать [Комиссаров 1918:31].

çĕлĕк

калпак. Çамрăк ачасене çĕнĕ çĕлĕк (калпак) е çĕнĕ атă илсе парас вырăнне ырă кĕнекесем илсе пани авантарах пулĕччĕ [Хыпар 1906, № 10:152].

Чĕрчун ячĕсен чăваш-вырăс-латин словарĕ

гаттери

(таутара) гаттерия (таутара) — sphenodon punctatus [Çĕнĕ Зеландире пурăнакан калтасен йăхĕнчи чи авалхи чĕрчун]

какапо

какапо — strigops habroptilus [Çĕнĕ Зеландире пурăнакан попугай]

Чӑвашла топонимсен онлайн словарӗ

Киремет вăрманĕ

Чăркаш (Шупашкар районӗ) ялĕнче çурçĕрелле, Çĕнĕ Лапсар поселокĕ еннелле, вырнаçнă пысăках мар вăрман;
Атайкассипе (Шупашкар районӗ) Карачура ялӗ хушшинче, плотина хӗрринче вырнаҫнӑ пысӑках мар вӑрман.

Том посси уйĕ

Çатракасси (Шупашкар районĕ, Лапсар ял тăрăхĕ) ялĕнчи çĕнĕ урамсем вырнаçнă лаптăкăн малтанхи ячĕ, вăл Çатракассипе Хĕрлĕ Çыр хушшинче выртать.

Тăмпуç пĕви

Çатракасси (Шупашкар районĕ, Лапсар ял тăрăхĕ) ялĕнче М7 çул хĕрринелле вырнаçнă, ялпа Том посси уйĕ (çĕнĕ урамсем) хушшинчи пĕве.

Тăмпуç çырми

Çатракасси (Шупашкар районĕ, Лапсар ял тăрăхĕ) ялĕнчи çĕнĕ урамсемпе малтанхи урама уйăракан çырма ячĕ; çырма пуçĕнче Тăмпуç пĕви вырнаçнă.

Кала çырми

Кивĕ Ӳселпе (Тутарстан, Аксу районĕ) Çĕнĕ Ӳсел хушшинче вырнаçнă, Сĕнчене юхса кĕрекен çырма ячĕ.

Кукăр

Кивĕ Ӳселтен (Тутарстан, Аксу районĕ) Çĕнĕ Ӳсел еннеле, Сĕнче  çырми çумĕпе вырнаçнă çерем ячĕ.

Мăк çырми

Çĕнĕ Ӳселтен Кивĕ Ӳсел (Тутарстан, Аксу районĕ) енне юхакан çырма ячĕ, мăк пуçтармалли вырăн.

Мулла çырми

Çĕнĕ Ӳселе (Тутарстан, Аксу районĕ) кăнтăр енчен юхса кĕрекен çырма ячĕ.

Яктă кӳлли

Вăрман хĕрринче, Якты поселок пулнă вăхăтри вырăнти кӳлĕ ячĕ. Çĕнĕ Ӳселтен (Тутарстан, Аксу районĕ) 2,5 çухрăмра кăнтăралла вырнаçнă.

Кăпаш çырми

Çĕнĕ Ишпуç (Тăвай районĕ) ял патĕнчи çырма ячĕ.

Палта çырми

Çĕнĕ Ишпуç (Тăвай районĕ) ял патĕнчи çырма ячĕ.

Алтинке çырми

Çĕнĕ Ишпуç (Тăвай районĕ) ял патĕнчи çырма ячĕ.

Курски çырми

Çĕнĕ Ишпуç (Тăвай районĕ) ял патĕнчи çырма ячĕ.

Курски пĕви

Çĕнĕ Ишпуç (Тăвай районĕ) ялĕнчи пĕве ячĕ.

Кукăр çырма

Çĕнĕ Ишпуç (Тăвай районĕ) ял патĕнчи çырма ячĕ.

Тĕпек çырми

Çĕнĕ Ишпуç (Тăвай районĕ) ял патĕнчи çырма ячĕ.

Кильки çырми

Çĕнĕ Ишпуç (Тăвай районĕ) ял патĕнчи çырма ячĕ.

Пермиккей çырми

Çĕнĕ Ишпуç (Тăвай районĕ) ял патĕнчи çырма ячĕ.

Çавăн пекех пăхăр:

Çĕн-ял Шетмĕ Çĕн-ял-Пукаш Çĕн-ял-Хоп-кĕпер çĕн-ялкасси « çĕнĕ » çĕнĕ çул çĕнĕ анне çĕнĕ ача çĕнĕ вут çĕнĕ йинке

çĕнĕ
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150