Шырав: илсе,

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

абстрактлă

абстрактно
абстрактлă ăнлавсем — абстрактные понятия
абстрактлă шухăшлав — абстрактное мышление
абстрактлă илсе пăхсан... — если рассматривать абстрактно...

вестовой

вестовой (ĕçпе янă салтак)
вестовой пакет илсе килчĕ — вестовой доставил пакет

дивиденд

эк.
дивиденд (хывнă капитала кура илсе тăракан услам)

икшер-виçшер

числ. разд. прибл. счета
по два-три
ачасем икшер-виçшер кĕнеке илсе вуларĕç — дети прочли по две-три книги
икшер-виçшер çын пĕрле шее ĕçлеççĕ — они работают вместе по два-три человека

ил

3.
брать (с собой)
киле илсе ĕçле — брать работу на дом
çула апат ил — взять в дорогу провизию
хупа мĕн илетĕи? — что ты возьмешь с собой?
ача хăйне çӳреве илменшĕн пăшăрханчĕ — мальчик огорчился, что его не взяли в поход

ил

12.
снимать
йĕнер ил — снять седло (с лошади), расседлать
çĕлĕк илсе саламла — приветствовать, сняв шапку

ил

13.
в форме деепр. илсе в сочет. с др. глаголами образует составные глаголы:
илсе ан — снести вниз
илсе кай — увезти, унести кого-что-л.
илсе кĕр — ввести, внести что-л. внутрь чего-л.,
илсе кил — принести, привезти (сюда)
илсе пар — 1) подать, передать кому-л. 2) купить кому-л.
илсе пыр — 1) принести (туда) 2) поднести (напр. кусок ко рту)
илсе çӳре — 1) носить, иметь при себе 2) водить, брать с собой
илсе тух — вынести, вывезти откуда-л.
илсе хур — 1) переложить (на другое место) 2) взять что-л. про запас, заблаговременно

йăлт

2.
все, все, целиком, полностью
йăлтах каласа пар — рассказать обо всем
йăлт илсе кил — захватить с собой все

капăртаттар

4.
брать дружно, нарасхват
тавара капăртаттарса илсе пĕтерчĕç — товар вмиг расхватали

картлашкаллă

4.
лесенкой, неровно
çӳçе картлашкаллă илсе янă — волосы подстрижены лесенкой

кăпăрт

4.
быстро, скоро, живо, мигом
тавара кăпăртах илсе пĕтерчĕç — товар разобрали мигом

кĕпĕртеттер

2.
расхватывать, раскупать, разбирать нарасхват
таварсене кĕпĕртеттерсе илсе пĕтерчĕç — товары разобрали нарасхват

колони

1.
колония (империалистсем ярса илсе пусмарлакан çĕршыв)

колонизаци

1.
колонизация (ярса илсе колони туни)

конвой

конвойный
тинĕс конвойĕ — морской конвой
конвой карапĕ — конвойное судно
конвой хуралĕ — конвойная стража
конвойпа илсе кил — привести кого-л. под конвоем

лар

26.
с деепр. др. глагола выступает в роли вспом. глагола
с общим значением завершенности действия:


анса лар —
1) опуститься, спуститься
самолет анса ларчĕ — самолет приземлился
2) спустить
машина урапи анса ларнă — скат у машины спустил

ĕнсе лар — выгореть (напр. о траве)
илсе лар — затянуться, покрыться
куçа шур илсе ларнă — глаз затянуло бельмом

кĕрсе лар —
1) зайтй к кому-л., зайти посидеть
2) застрять
пуртă каскана кĕрсе ларчĕ — топор застрял в чурбаке

курса лар —
1) сидеть и смотреть
телевизор курса лар — сидеть у телевизора
2) испытать (что-л. неприятное)
ку юсавсăр машинăпа тем курса ларăн — с этой неисправной машиной как бы беды не случилось

пĕтсе лар — кончиться, сойти на нет
пулса лар — стать кем-чем-л., превратиться в кого-что-л.
куçсăр пулса лар — стать слепым, лишиться зрения
ялтан хула пулса ларнă — село стало городом

çунса лар —
1) гореть
лампа ахалех çунса ларать — лампа горит зря
2) пригорать
пăтă çунса ларнă — каша пригорела

тухса лар —
1) выйти посидеть
пахчана тухса ларар-ха — выйдем посидим в саду
2) вскочить, появиться (напр. о нарыве)
урана çăпан тухса ларчĕ — на ноге вскочил фурункул

хăпарса лар — забраться, залезть на что-л.
шăтса лар — вырасти, пробиться (из земли)

мĕн

3. мест. вопр.
употр. при вопросе, переспрашивании
 
а, что

— Юман! — Юман!
— мĕн? — что?
мĕн, илсе каймарĕç-им сана? — что, не взяли тебя с собой?

мультипликаци

кино
мультипликация (ӳкерчĕксене е пуканесене ӳкерсе илсе кинофильм туни)

на

II. частица разг.
см. ме
на, возьми
на эппин — ну, ладно, возьми
найăр — нате разг.
найăр, илсе кайăр — нате, унесите

пайта

2.
выгода, прибыль, доход
барыш
уст.
пысăк пайта илсе пурăн — получать большую прибыль
пайта кур — получать прибыль, иметь доход
пайта кӳр — приносить доход, давать прибыль

парне

1.
подарок
дар

çĕнĕ çул парни — новогодний подарок
çутçанталăк парни — дары природы
хăнана парне илсе кай — пойти в гости с подарком
Парне пани хаклă мар, юратни хаклă. — посл. Дорог не подарок, дорога любовь.
хапха умне хирĕç тухакана икĕ куçран парне парăттăм — фольк. подарил бы приветливый, благодарный взгляд тому, кто выйдет за ворота встречать меня

портативлă

портативный (пĕчĕк, илсе çӳреме меллĕ)
портативлă машинка — портативная (пишущая) машинка
портативлă радиоприемник — портативный радиоприемник

пособи

1.
пособие (пулăшу)
нумай ачаллă хĕрарăмсене паракан пособи — пособие многодетным матерям
пособи илсе тăр — получать пособие

процент

процентный
процент норми — процентная норма
капитал паракан процент — проценты с капитала
процент илсе тăр — получать проценты

пул

18.
с инфинитивом на -ма (-ме):
обещать, обязаться
вăл ӳкерчĕкĕсене илсе килме пулчĕ — он обещал принести свой рисунки
ăна пулăшма пултăмăр — мы обязались помочь ему

рантье

рантье (капитализм çĕршывĕсенче — ĕçлемесĕр тупăш илсе пурăнакан çын)

расчет

2.
расчет (ĕçрен тухни, укçа илсе татăлни)
расчет ил — получить расчет
расчет пар — дать расчет

редуктор

тех.
[лат. reductor — каялла илсе пăрахакан, каялла кӳрекен]

рента

рента (капиталтан ĕçлемесĕрех илсе тăракан тупăш)

рента

рентный
çĕр ренти — земельная рента
рента илсе пурăн — получать ренту, жить на ренту

сарлакан

широко
сарлакан ярса пус — ступать широко, идти широким шагом
сарлакан илсе çул — косить широким захватом

темĕскер

4.
и все прочее, и тому подббное
и еще что-то в этом роде

хăярсем темĕскерсем илсе тултарчĕ — он накупил огурцов и еще чего-то в этом роде

темтепĕр

всякая всячина, разнообразные предметы, вещи
всякое

темтепĕр илсе тултар — накупить всякой всячины
темтепĕр каласа тултар —
1) наговорить дерзостей, наговорить оскорбительных слов
2) наговорить много невероятного, неправдоподобного

тепĕр

3.
еще, еще один
тепĕр çакăн чухлĕ — еще столько же
тепĕр темиçе кунтан — несколько дней спустя
тепĕр самантран — через мгновение
тепĕр тĕслĕх илсе кăтарт — привести еще один пример
тепĕр хут — еще раз, вновь, опять
тепĕр хут кала — повторить сказанное
ыйтăва тепĕр хут пăхса тух — пересмотреть вопрос

трап

ав., мор.
трап
вĕрен трап — веревочный трап
трап тăрăх ан — спускаться по трапу
вĕçетмĕш патне трап илсе пынă — к самолету подали трап

тултар

5.  
с деепр. др. глагола выступает в роли вспом. глагола
ĕçсе тултар — перепить, выпить лишнего
илсе тултар — набрать, накупить
каласа тултар — наговорить лишнего
касса тултар — нарезать чего-л. в избытке
пăрахса тултар — набросать
савăтсапа лартса тултар — понаставить посуды
çакса тултар — понавешать
пулă тытса тултар — наловить много рыбы

тупра

3.
приданое
хĕр тупри — девичье приданое
тупра илсе тух — вывезти приданое (из отцовского дома)

факт

факт
истори факчĕ — исторический факт
фактсем илсе кăтарт — привести факты
фактсене тĕрĕсле — проверить факты
статьяри фактсем тĕрĕс пулчĕç — приведенные в статье факты подтвердились

халех

1.
сейчас же, сию минуту, немедленно, безотлагательно, тотчас, сразу
халех тумалли ĕç — безотлагательное дело
пакета халех хулана илсе кай — немедленно отправляйся с пакетом в город
халех çыру çыратăп — напишу письмо сию же минуту

хăйсем

мест. личн.-возвр.
они сами
хăйсем кунта килччĕр — пусть они сами сюда придут
вĕсем хăйсемех айăплă — они сами виноваты
ачине хăйсемпе илсе кайнă — ребенка они взяли с собой

шăр

3.
шрам, след от раны
суран вырăнне шăр илсе ларнă — на месте раны образовался шрам

штепсель

штепсель (сетьрен электричество токĕ илсе тăмалли хатĕр)

шумовка

шумовка (шăтăк-шăтăк çăпала евĕрле хатĕр)
шӳрпе кăпăкне шумовкăпа илсе пăрах — снять шумовкой пену с бульона

шыв

водный
водяной

шыв кайăкĕ — водоплавающая дичь
шыв курăкĕсем — водоросли
шыв куçĕ — полынья, промоина (во льду)
шыв пичĕ — зеркало воды, поверхность водоема
шыв спорчĕ — водный спорт
шыв таппи — подпор воды (от плотины)
шыв тĕпĕнчи ĕçсем — подводные работы
шыв транспорчĕ — водный транспорт
шыв энергийĕ — энергия воды, гидравлическая энергия
шыв ейĕве кайрĕ — наступило половодье, вода разлилась
шыв илни — потоп, наводнение
шыв илекен улăхсем — поименные луга, заливные луга
шыв тулни — разлив, паводок
шыв çине лар — приводниться
тиев шывпа илсе кил — доставлять грузы водным путем
шыв шайĕ хăпарнă — уровень воды поднялся
Шыва путакан улăм пĕрчинчен ярса тытать.— погов. Утопающий хватается за соломинку.

экспедици

2.
экспедиция (учрежденин тавар, çыру таврашĕ илсе е ярса тăракан пайĕ)
хаçат экспедицийĕ — газетная экспедиция

электрод

электрод (электричество токĕ илсе пымалли хатĕр)

эмбарго

эк.
эмбарго (патшалăх ют çĕршыв таварне, пурлăхне илсе тухма е кӳме чарни)
эмбарго хур — наложить эмбарго

çав

I. (çавă)

1. мест. указ.
вот тот, вот этот
вон тот, вон этот
(при указании на относительно отдаленный объект)
çав кĕнеке — та книга
ав çав теле çитиччен — вон до того места
çавна илсе пар-ха — достань-ка вон это

çĕклем

3.
коромысло (с полными ведрами)
пĕр çĕклем шыв илсе кил — принести коромысло воды

кай

14.
с деепр. др. глагола выступает в роли вспом. глагола:
анăрăса кай — 1) лишиться сознания 2) растеряться, потерять голову
антăхса кай — 1) задохнуться 2) захлебнуться
ватăлса кай — состариться
вĕçсе кай — улететь
вилсе кай — умереть
илсе кай — нести

иртсе кай —
1) пройти, проехать
машина лавкка умĕпе иртсе кайрĕ — машина проехала мимо магазина
2) обогнать, перегнать
3) перен. пройти, миновать
вăхăт иртсе кайрĕ — время прошло

йăтса кай — унести

каçса кай —
1) перейти, переехать, переправиться
çырма урлă касса кай — переправиться через речку
2) зайтись (от плача)
3) разг. очень любить что-л.

курăнса кай — показаться
манса кай — забыть кого-что-л., о ком-чем-л.
начарланса кай — похудеть
савăнса кай — обрадоваться
çĕмĕрĕлсе кай —разбиться
çĕтĕлсе кай — прохудиться, прорваться
çунса кай — сгореть
тавлашса кай — заспорить

тăрса кай —
1) встать и уйтй
2) выстроиться
ачасем икĕ рет тăрса кайнă — дети выстроились в две шеренги
3) встать торчком, дыбом (о шерсти, волосах)

тĕлĕнсе кай — удивиться
типсе кай — 1) высохнуть, лишиться влаги 2) иссохнуть (о человеке)
тухса кай — 1) уйти, отправиться куда-л. 2) выскочить, выпасть
урана тĕнĕлĕнчен тухса кайнă — колесо соскочило с оси
хăваласа кай — угнать
хăраса кай — испугаться
хăрса кай — засохнуть, высохнуть
чупса кай — побежать
ыратса кайрĕ — заболело, начало болеть
янăраса кай — прозвенеть

хăна

гостевой
кĕтмен хăна — незваный гость
кĕтнĕ хăна — желанный гость
хаклă хăна — дорогой гость
чаплă хăна — высокий гость
хăна килĕ —уст. гостиница
хăна çурчĕ — гостиница
хăна пӳлĕмĕ — гостиная
хăна йышăн — принимать гостей
хăна пул — быть гостем
хăна пуçтар — собирать гостей
хăна пух — собирать гостей
хăнана илсе кĕр — затащить в гости
хăнана кай — отправиться в гости
хăнана çӳре — ходить по гостям
вĕсем патĕнче хăнара пултăмăр —мы были у них в гостях
Килен хăнан кайни илемлĕ. — погов. (Прибывшему) гостю полагается и отбывать.

çитер

7.
с деепр. др. глагола выступает в роли вспом. глагола
с общим значением завершенности действия:

илсе çитер — довести
йăлăхтарса çитер — надоесть, опротиветь
пăхса çитерме çук — не углядеть
туса çитер — доделать
хатĕрлесе çитер — подготовить, завершить подготовку

ĕçле

1.
работать, трудиться
ăмăртса ĕçле — работать соревнуясь, соревноваться в труде
бригадирта ĕçле — работать бригадиром
вăрттăн ĕçле — работать подпольно
ĕçĕн ĕçле — работать сдельно
савăтра ĕçле — работать на заводе
искусствăра ĕçлекенсем — работники искусства
кĕрĕшсе ĕçле — работать по найму
киле илсе ĕçле — работать на дому
коммунизмла ĕçлекен предприяти — предприятие коммунистического труда
кунĕн-çĕрĕн ĕçле — работать в поте лица
хастар ĕçле — работать с огоньком
ырми-канми ĕçле — работать без устали
ĕçлейми пул — потерять трудоспособность
ĕçлеме пултаракан — трудоспособный
ĕçлеме пултарни — трудоспособность
ĕçлеме кай — идти на работу
ĕçлесе ил — заработать
ĕçлесе туп — заработать
ĕçлесе пĕтер — кончить работу
колхозра ĕçлесе пурăн — жить и работать в колхозе
Кам ĕçлемест — вăл çимест. — погов. Кто не работает — тот не ест.
Вут хутмасăр çăкăр пиçмест, ĕçлесе пиçмесĕр çур-йĕр пулмасть. — посл. Не истопишь печку — не испечется хлеб, не потрудишься как следует — не обзаведешься домом.

хур

10.
с деепр. др. глагола выступает в роли вспом. глагола:
илсе хур — 1) переложить (в другое место) 2) взять про запас, запастись чем-л.
кар хур — 1) занавесить 2) натянуть (напр. проволоку)
кăкарса хур — поставить на привязь, привязать (напр. лодку)
кăларса хур — выложить, вынуть и положить
палăртса хур — наметить, запланировать
пӳлсе хур — 1) перегородить (напр. комнату) 2) оборвать, прервать (чью-л. речь)
пытарса хур — спрятать
сарса хур — постелить, расстелить
хупса хур — закрыть, запереть
шутласа хур — сосчитать

çӳре

6.
с деепр. др. глагола выступает в роли вспом. глагола
с общим значением продолжительности или постоянства действия

валеçсе çӳре — раздавать
выртса çӳре — валяться (где попало)
илсе çӳре — носить, таскать (с собой)
килсе çӳре — захаживать, навещать
куçса çӳре — кочевать
куçса çӳрекен халăхсем — кочевые народы
пăрăнса çӳре — сторониться, избегать
çапкаланса çӳре — бродить, бродяжничать
çĕтсе çӳре — блуждать
тарăхса çӳре — злобствовать
шыраса çӳре — искать
чупса çӳре — бегать
ачасем кунĕпе урамра чупса çӳреççĕ — дети целый день бегают на улице

стипенди

стипендиальный
пысăклатнă стипенди — повышенная стипендия
ятлă стипенди — именная стипендия
стипенди фончĕ — стипендиальный фонд
стипенди илсе тăр — получать стипендию

алимент

алиментный
алимент илсе тăр — получать алименты
алимент тӳле — выплачивать алименты
алимент тӳлемелле ту — присудить алименты

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

ват

II.
бить, ломать, разбивать
расколоть
толочь

ватса вĕтесе пĕтер — измелить
чул ват — камень столочь
кирпĕч ват — толочь кирпич
ватакан пукан илсе килчĕç — привезли трамбовку

вĕр

II.
лаять
йытă вĕрет, çил илсе кайать — собака лает, ветер носит
вĕрни – лай
Хура йытти çакăнса тăрать, хĕрлĕ йытти ăнах вĕрет. — Черная собака висит, а рыжая на нее же лает. (загадка Кипение котла над жаром).

ил

брать, получать
çĕлĕкне пуçĕнчен илнĕ — снял шапку
сутса ил, сутăн ил — покупать
илсе кил — приносить
илсе пар — отдать
илсе пăрах — скидать
илсе пыр — носить, приносить
выльăхсем  илсе пыр — привести животных
илсе кай — уносить, уводить, увлекать
илсе тухса пăрах — выносить; увлекать
илсе ывăт — сбросить
илес тавара йӳн илме пар — при покупке товара дай купить дешево
парса ил — схватывать
татса ил — отделить
епир анана татса илтĕмĕр — мы отделили часть загона
шухăшласа илетĕп — надумывают, вздумаю
туртса ил — отнять
хирĕç тухса ил — встретить
илӳ — лихва

им

I.
лекарство
им илсе килтĕм — принес лекарство
им-çам — всякие лекарства

йышăн

присваивать
усвоить
признать
(за свое)
йышăн, туртса илсе йышăн — завладеть
йышăнман вырăн, пушă вырăн — вакантное место

кĕрет

син.: кĕретех
открыто, гласно
кĕрет куратăркачах вăрă лашана илсе кайрĕ — открыто на виду вор увел лошадь

пукан

стул, табурет, скамейка
пукан илсе тух — вынеси скамейку

пыр

II.
идти
приходить
приехать

апата пыр — приходить на обед
илсе пыр — приносить
алли пыран айтăрах, ури пыран тапăрах — идемте же, у кого ходят ноги
пырса çӳре — навещать
пырать — удовлетворительно
пырса çапăн — столкнуться

суту-илӳ

торговля (см. сут)
суту-илӳ тăвакан тавар илсе килчĕ — торговец привез товар

сӳсмен

хомут
пасартан сӳсмен илсе таврăнчĕ — купил на базаре хомут и вернулся
сӳсмен пăйавĕ — гужи

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

ик

(ик', ик); два. См. икĕ; иккĕ. Орау. Вăрăм сăмсаллине кунта эп ик çынна (или: ик çын) пĕлеп. СТИК. Ик ĕмĕр тытаймĕ-ха, унтан та юлĕ, тупăкне илсе кĕреймĕ (два века не проживет). Орау. Ик чӳлмек сĕт исе килчĕ. Нринесла целых два горшка (или две кринки) молока. Завражн. Ку ик ял арман. Эта мельница принадлежит двум деревням. Сборн. † Пĕчĕкçĕ тутăр, хрантсус тутăр — ăна ик сум вуннă (т.-е. шестьдесят кол. на серебро) кам памĕ? Сред. Юм. Ик чон полсан, пĕрне сана парăтăм, тесе, пит юратнине пĕлтерсе калани. Сред. Юм. Ик послăх ӳстереть. Иккĕ алланнă (=авланнă) çынна: ик послăх ача ӳстерет, теççĕ: (два выводка ребят ростит). 1b. Ик май та кастарать (говорят про человека изменчивого; с одним он говорит так, а с другим по другому). 1b. Ик айкки те тăвайкки. Маншĕн полсан, ик айкки те тăвайкки. Для меня все равно. Орау. Ик эрнериача; ребенок двух недель от рождения. Шурăм-п. Ик-виçшер лаша, по две, по три лошади.

явăç

явăç (jавыс'), свиться; связаться; сдружиться; сходиться друг с другом.
- М. П. Петр. Хыпар № 15, 1906. Ачасем пурте пĕр-пĕринпе явăçса, пĕр-пĕрне чуп-туса: халăх хушшинче килĕшӳ пултăр, тесе, турра кĕл-тăва пуçларĕç.

|| Увиваться.
- КС. Паян çав виле (вил'э) панче кунĕпех çахансам явăçаççĕ.

|| Привадиться.
- Зап. ВНО. Арман кутне йăтăсем явăçнă. К мельнице привадались собаки.
- Юрк. † Уй варринчи  хурамана курак-çăхан явăçнă, явăçнă та сивĕнмест. (Свадеб. п.).
- Зап. ВНО. Кăвакарчăн явăçсан, çын пуять, теççĕ. Если привадятся (к дому) голуби, то человек разбогатеет. (Поверье).

|| Кишеть.
- Зап. ВНО. Ача-пăча ăçта кирлĕ, унта хурт-кăткă пек явăçать (кишат).

|| Болтаться, „тереться“ около кого-нибудь, приставать к кому-л.
- Козм. Явăç, болтаться. Эсĕ ун çумăнче [sic!] мĕн явăçса çӳретĕн? Что ты около него болтаешься?

|| Смешаться (попав в число других вещей)
- Ст. Чек. Явăçса карĕ пулĕ. Вероятно, смешалось с другими вещами.
- Ib. Явăçса (кайнă ĕçлеме) пĕрлешсе, хутшăнса.
- Ib. Явăçса кай çавсемпе пĕрлешсе кай. Об интимной связи.
- Хыпар № 30, 1906. Санăн арăму иртĕнет-мĕн, Евстигнейпа явăçнă, теççĕ, тет.
- Чебокс. Çав арăмпа явăççа çӳрет (путается) вăл.
- КС. Вăл çавăн арăм(ĕ) патне явăçнă (повадился, т. е. они „кусаççĕ“).
- Бiтр. Çав ывăлсенчен кĕçĕнни çав карчăкăн хĕрĕ патне йывăçнă, тет те, кайран сивĕннĕ, тет. Младший из сыновей связался с дочерью той старухи, а потом охладел к ней.

|| „Путаться“ с кем
- Юрк. † Хура хĕрсемпе явăççа, хура-хутаç илсе хуплантăм. Путаясь с девушками-чернушками я замаялся покупать им рожки (плоды ceratonia siliqua).

хăшкăлтар

понуд. ф. от гл. хăшкăл; заставить устать; мучить; устать, изнемогать, утомиться, КС. Мана паян чуптарса хашкăлтарчĕ вăл. ''Вĕлле хурчĕ'' 27. Тата вĕт кăткă та вĕллере йăва туса хăшкăлтарать. ''Ib''. 13. Амăшсĕр нумая ларнă хуртсем ют амăшне йышăнмасăр питех хăшкăлтараççĕ. ''N''. Вĕсене вăйсăрлатса хăшкалтарать. ''N''. Хăйне парăмлă çынсене ĕçлеттерсе хăшкăлтарать. Вăсене пайтах хăшкăлтарса çӳретнĕ. || Надоедать. ''Тюрл''. Хăшкăлтарас она (надоесть). ''Сред. Юм.'' Кô ачапчава килтен ан илсе тôхса хôр çав, киле кайас тесе чисти хăшкăлтарчĕ.

хĕвел пичĕ

солнцепёк. Пазух. Хĕвел питĕнчи курăка юр айĕнче куç курать. ''Изамб. Т''. Ун пек сăрт çинче, хĕвел питĕнче курăксем шăтса туха пуçларĕç. ''Ала'' 59°. Кив кĕмĕлтен çĕрĕ те эп хывтартăм, хĕвел питне хурса та хăвартăм. ''Ск. и пред. чув''. 29. Хĕвел питĕнче унта Шупуç ларать. ''Изамб. Т''. Ĕнесем, лашасем, сурăхсем хĕвел нитĕнче ăшăнса тăраççĕ. ''Туперккульос''. 28. Тула илсе тухса, хĕвел пичĕ çине çакса ямалла. ''Баран''. 95. Хура кăвак ту хыçĕнчен кăшт анчах хĕвел пичĕ курăнчĕ.

ям яр

/Йам йар/, сжигать вязовые деревья на золу. Питушк. Хĕлле сивĕре ям ямалла, теççĕ; шатăркă (шадрик) тăваççĕ (хурама кĕлĕ), икĕ рас çонтараççĕ. — Купа купаларăмăр, атя ям ямалла. Ib. Ям янă чухне хурамасене илсе хупартаççĕ вĕренпе туртса, кустарса, ям тӳпине. Чăмрипах (ч'ŏмриыбах) хораççĕ (çормасăр).

сая

, напрасно, попусту, зря. N. † Пасар тутри — шур тутăр, илсе сая тумарăм. Собр. † Тĕрлемес ачи сар ача, кайса сая тумарăм. (Хĕр йĕрри). || Потеря, трата; потерянный, погибший. Сред. Юм. Лаша сая полнă. Лошадь померла. ГТТ. Чун хутшăннă, чун катăлнă, сая пулнă. М. Яльчики. Вĕсен ачи сая пулнă. У них умер ребенок.

савăн

(савы̆н), радоваться, веселиться. Ала 74. Кĕмĕл укçа шутлакан çуттипеле савăнать. Ст. Яха-к. Ун чухне ялти çынсем пит савăнса çӳреççĕ. Вĕсем çине пăхма та лайăх. (Сăварни). N. Çапла çĕрĕпе çутăличченех ĕçсе-çисе, хывса, темиçе тĕрлĕ калаçса, юрласа, ташласа ирттереççĕ, унта темиçе тĕрлĕ савăнаççĕ. Альш. Унăн хĕрĕ нимĕн тăва пĕлмен савăннипе (от радости). Сред. Юм. Кин илсе те савăнан ĕнтĕ (ирон. — и со снохой не очень нарадуешься): ман кин пôр ôнта, кôнĕпех çыврать. Юрк. Пурте ахăлтатса савăнса (весело) кула пуçлаççĕ.

савăш

радоваться, веселиться. Ерк. 14. Пĕр улпут патĕнче хăнара савăшса, Урха илсе тухнă хĕрне кăтартса. Баран. 72. Çапла вĕсем пайтах шавласа ларчĕç: ĕçрĕç, çирĕç, савăшрĕç. N. Пĕрле ĕçсе-çисе савăшса кайăр! (Обращение к покойникам „ваттисене хывни“ при возлиянии вина). СПВВ. † Тăванпала тăван савăшать, çичĕ ютăн мĕн ĕç пур. Альш. † Тăванпала тăван савăшнă чух унта çичĕ ютăн мĕн ĕç пур? Ск. и пред. 93. Икĕ чуна савăшма хĕвел парать çуттине. Ал. цв. 25. Вĕсем темиçе хут пĕрне-пĕри чуптуса савăшса ăшă сăмахсем калаçса, хăйсене пусарнă. || Находиться в любовной связи. Расак. Савăшса пураннă.

саккалийĕн

неизв. сл. Якейк. † Шор кримиски калпакне чалăш лартар-и, лартар-и. Апи илсе панă пыçахийĕ саккалийăн корнтăр-и. Апи туса панă кĕпине тăхăнам-и, тăхăнам-и, тĕрлĕ те тĕрлĕ шалаварĕ саккалийăн корнтăр-и. Ати ĕçлетсе панă поставне тăхăнам-и, пичи илсе панă карттусĕ саккалийăн корнтăр-и. Хам ĕçлетнĕ кĕпее тăхăнам-и, ати илсе панă аттисам саккалийăн корнтăр-и.

сала-кайăк

воробей. Шибач. (Вин. п. сала-кайăка). N. Лос-лос-лос (КС. лăс-лăс-лăс) çуат сала-кайăк пак йор. ФТТ. Пӳрте сала-кайăк кĕрсен, çав пӳртрен тепĕр çулччен кам та пулин вилет. Ib. Сала-кайăк утнине курнă çын вилет. Орау. Сала-кайăк юр çинчен сиксе кайнă пек туса каятпăр... шăрши йĕрри пек. Сĕт-к. Айвин ташши — сала-кайăк ташши. (Восклицание на. свадьбе). СПВВ. КМ. Сала кайăкĕ = çерçи. Вомбу-к. Сала-кайăк (ялти çерçи). Ачасем çиеççĕ. П. И. Орл. Сала-кайăксен пĕр вăхăтра халăх пуху пулнă, тет, çанталăка мĕлле: сивĕ-и, ăшă-и, çăмăр ай юр çутармалли çинчен шут тума. Çав халăх (сала-кайăк) пуху çине пĕр хурчка пынă та, пĕрне тытах карĕ, тит. Вара пуху çинчисем, пĕр-пĕринчен: кам çук, кам çук, тесе ыйтрĕçĕ, тит; вара пĕри: пирĕн кӳрĕшри Яптăк Çтаппанĕ çук, вăл паçăр çакăнта, алăк патĕнчех ларатьчĕ, çавна илсе карĕ пулас вăл хурчка йысна, — терĕ, тит. Вара пуху çинчискер пĕри: чухах-ха вăл Çтаппана, вăл яланах халăх çинче хăех çĕнтерсе калаçать, терĕ, тит, вара ыттисем те, карах: пĕр Çтаппаншăн ничава, ӳлĕмрен варнерех лар, терĕç, тит те, халăх пуху те саланчĕ, тит. Çапла вара, сала-кайăксен пуху пухни, çанталăка мĕлле тăратасси çинчен шут тăвасси те пулман, пĕр Яптăк Çтаппанне хурчка йыçнана тыттарса яма пухни анчах пулнă. Çавăнтан вара, сала-кайăксем пухăнса чакăлтатаççĕ пулсан, ватăсем: çанталăк пăсăлать, тиççĕ. Чакăлтатнă чух аялтан çӳлеле хăпараççĕ пулсан — сивĕтет, çӳлтен аялала анаççĕ пулсан — ăшăтать, тиççĕ. N. Кантăр ани çине сала-кайăксем пĕтересрен çын мĕлки туса лартаççĕ. См. çерçи.

салам

поклон, привет. СПВВ. N. Мĕн пур çыруран салам янине анчах пĕлсе юлатăн. N. Пĕтĕм çемйепе юратса салам яратăп. N. Сан енелле пуçа тайса, уйăх пек çавра, çăлтăр пек çăра, хĕвел пек ăшă, пыл пек юратса салам яратăп. Сунт. Сире пурсăра та çĕклейми пысăк салам яратăп. Шемшер. † Ярмăрккă омĕн ялавĕ ир те салам, каç та салам, ялан савнин саламсем, çорт çомипе йĕр каять. N. Хĕвел пек ăшă, уйăх пек çутă салам. N. Ануш та уксак кĕсре туртайми, уй-хапхинчен кĕрейми пысăк салам ярать. ТХКА 92. Хĕр ашшĕпе амăшне туй пуçĕ Прамун картусне илсе салам кустарса тайăлчĕ, Картусне сулахай хул-хушшине хупрĕ. N. † Пирĕн тăвансем çичĕ уй урлă салам ярсан — салам çитмеç, салам ярма — шур çип кĕпи, хирĕç ярма — пурçăн тутăр. Ал. цв. 20. Çтанасем çинче унăн вутпа çырнă сăмахĕсене, саламĕсене вулать. КС. Пур кил-йышпа сана пысăк салам, атте те пысăк салам яратĕ. N. Ылтăм салам порçăн хотаçпа яратăп. Н. Карм. Эпĕ сирĕн пата савса çак салама яратăп. (Начало письма). Ib. Ун урлă сире пит пысăк салам яратăп. Сиртен те салам кĕтетĕп. Юрк. Сире иксĕре те салам. N. Чунтан-вартан юратса салам яратăп. СТИК. Салам, салам, эрне каçчен качча кай. (Обычная фраза, употребляемая маленькими. Девочка лет 12-ти бьет подругу по спине и говорит эти слова). N. Çав хĕрсенĕн саламĕ-тĕшши (вм. таврашĕ) пылпала хутăштарнă кантăр-вăрри. Альш. † Шур перчекке хĕрсенĕн саламĕ: начар ача çăкăрăн харамĕ. См. Магн. М. 179. || Возврат лихорадки. В. Олг.

салам пар

приветствовать. Альш. Çул çинче ват çын мĕн тĕл пулсан, ăна куракана пĕрне салам парат, çăкăнат (присядает, делает реверанс). Ib. Салам парат, теççĕ çавна чăвашсем. Шел. 22. Кĕрсен, çĕлĕк силлесе кĕрӳ салам паратьчĕ. СПВВ. † Кĕрекере ларнă ватăсене салам парса тухам-и? ДФФ. Çамрăк хĕрарăмсем (кинĕсем) ваттисене (хуняшшĕпе хунямăшне) пуççапса салам паратьчĕç (в пер-вый день мункун'а). Туй. Татах салам парат кĕрт-сурта, хăрах урипе чăркуççине лара-лара виç хутчин. Пис. Çĕнĕ çын (молодушка) вĕсене салам парса ĕлкĕреймесен, тăкаççĕ те вĕсем. Юрк. Хăй (мăн-кĕрнӳкерĕ) малтан кĕрет те, хăтăшне-тăхлачăшне салам парат. Янш.-Норв. Туй халăхĕсене апат çитерсе пĕтерсен, çĕн-çынна (молодушку) салам пама илсе каяççĕ. Ăна акă мĕнле илсе каяççĕ: унта пуринчен ытла вĕт-шак питĕ нумай пухăнать: хĕрсем, арçын ачасем пухăнаççĕ. Пĕр хĕр çăл хĕрне кĕвентепе икĕ витре илсе анать. Унăн хыçĕнчен çĕн-çын та, тата ытти ача-пăчасем те анаççĕ. Çăл хĕрринче леш хĕр шыв ăсать те, çĕн-çынна çĕклеттерет. Вăт ĕнтĕ киле тавăрăннă чухне ачасем çĕн-çынна сырăнса илеççĕ те: салам пар та, салам пар! тесе кăшкăрса тăраççĕ; çĕн-çынна малалла ниепле те уттармаççĕ, çĕн-çын вара лăп-лăп лапчăнать. Çапла ăна ачасем пӳле-пӳле киле çитеччен виç-тăват хут лапчăнтараççĕ. Çавна салам пани теççĕ. См. Магн. М. 205. Орау. Туй пулсан тепĕр куннĕ упăшки хурăнташĕсене кĕçĕн-çын (молодушка) парне парать, çавна салам панă кун теççĕ. N. Салам панă кун („молодушка на другой день свадьбы у печки делает печке реверанс“).

салан

разбиться. Артюшк. Çĕлен ӳксе салайса каят та, вилет вара вăл. Яргуньк. Пурçăн тĕвви пулăттăмччĕ, хĕрсен хумĕн (= хĕвĕнчен) тухмăттăмччĕ, салтак пултăм — салантăм, куçран ӳкрĕм — çухалтăм. N. Ăна хĕçпе кассан, хĕç саланса каять. N. Çав чул çине ӳкекен саланса кайĕ. N. Халăх пички шыв турттарнă çĕртех ишĕлсе анчĕ, тĕнĕлĕ хуçăк, ураписем саланнă. Ст. Шаймурз. Старик кăмакана хума хушнă. Ача хунă. Унтан: илсе пар, ачам, тенĕ; вăл илсе панă, вара ачана вырттарса виççĕ кăна пенĕ, кашни пемессерен саланса кайнă. || Расходиться. N. Килĕсене саланаççĕ. Они расходятся по домам. N. Киле саланма вăхăт çитет. М. Сунч. Çак юрра юрласа пĕтерсессĕн, киле саланаççĕ вара. Ягутли. Хĕвел ансан тин саланса пĕтеççĕ (окончательно расходятся). Юрк. Пирвайхи çула пĕр пин нумĕрĕ салансан (разойдется) пит те аванччĕ. || Распускаться. || Разрываться (о снаряде). || Рассеиваться, разбрасываться. Орау. Вăсем саланса (или: саланса-туса) пурăнмаççĕ, пĕр çĕре пуçтарăнса пĕрле пурăнаççĕ, Они живут не разбросанно, а в куче. || Разбежаться (о глазах). Ашшĕ-амăшне. Куçĕсем саланса кайнă, алли хĕрĕ пуçĕ çинчен шуса анса хытса кайнă (у умершего). Б. Олг. Эх, япаласам лайăх лапкара пăхса, коç саланса карĕ, тет. Орау. Ман тĕр тунă чухне куç пĕтĕмпех саланса каять. Ib. Çуркунне тултан пӳрте кĕрсен вара, темме пĕтĕмпе куç-пуç саланса каять. Ст. Чек. Саланнă куç (ӳссĕр çыннăн). || Расползаться. N. Пыйтăсем пĕтĕм тумтир тăрăх саланаççĕ. Вши расползаются по всему платью. || Разлететься. Б. Хирлепы. Хурăн çинчи хур хурчки хурсам çине саланать. (Ястребов несколько, и они разлетаются по гусям). || Разноситься, износиться. Якейк. Çăпата пĕтĕмпех саланса карĕ (совсем не годится носить). Ib. † Порçăн тоттăр эпĕр полсаччĕ, хĕр пуçĕнче çӳресеччĕ, саланса ӳкессĕн туйăнсаччĕ, кăçалхи çолах саланса ӳкрĕ. || Раздеваться. Перев. || Разоряться. Собр. Кимĕ яракан хуçа та саланать, теççĕ. (Послов.). || Начинать болтать всякую чушь. Орау. Кăшт ĕçсен (или: пуçне пырсан), саланать вара ку старик: тем те калаçать, аван мар апла.

салат

разбить. N. Çав капкăн унăн урине пĕтĕмпе салатсах пăрахрĕ, тет. || Распустить (волосы). ЧС. Çӳçне-пуçне пĕтĕмпе салатса ячĕ (старуха-йомзя). || Развертывать, развязывать. Цив. Кукша аллинчи тутăрне салатса пăхнă. Толст. Марйе витрисене лартнă та, кипкине (пеленки) салата пуçланă. Н. Шинкусы. Тутăра салатса (развязав) пăхрĕ те, ăшăнчен вăтăр пилĕклĕ (вунă пуслăх) тенки тухрĕ. Бур. Çул çинче ăна хай разбойниксем тĕл пулнă та, каланă: салат лавăсене, атту вĕлерĕтпĕр, тенĕ. || N. Чӳлмек ăлавне салатса кăтарт халĕ мана. || Раздавать, разносить. Изамб. Т. Çук, çук. Нумай салатрăм. Параймастăп. N. Кашни каç писме салатаççĕ. Ман пор-ши? тесе кĕтсе тăратпăр. Шурăм-п. Хуçа укçа илсе килчĕ те, салата пуçларĕ. N. Вăрлăх валли тырă салатнă (раздавал). N. Хула тăрăх çыру салатса çӳрет (разносит). || Распродавать. N. Илекен çуккипе çур хакпах салатать. || Разобрать. Букв. 1904. Пĕрре çапла атте пĕр сехете илсе салатса тăкрĕ те, тӳрлете пуçларĕ. N. Пĕр вĕллине уçса салатса тăкнă. N. Хамăр çапах патрон ешчĕкĕсене салататпăр, патрон çитмĕ, тесе. N. Унта виççĕн-тăваттăн пулса пуртăсемпе пĕр кĕлет салатса тăкрăмăр. || Раскидывать. || Рассеивать. Чума. Куçĕсене салатса пăхса ларнă. Ск. и пред. 28. Куçĕ харшине салатса ярса. || Рассылать. Альш. Пире вырăна салата пуçларĕç (рассылать, распределять по учительским местам) БАБ. Çав пуçлăх (т. е. киремет пуçлăхĕ) килсе вырăнаçсассăнах пире (пĕчек киремет пуçлăхĕсене) пурне те вырăн тупса салатса пĕтерчĕ. || Распространять. N. Вара хăйсемпе илсе килнĕ чире яла салатаççĕ. N. Растратить; разорить. N. Ăна укçа салатнăшăн сут турĕç. Его судили за растрату денег. Орау. Ачисем апла тĕплĕ пулимарĕç, килне-çуртне салатрĕç (разорились: или распродали, иди пропили и т. п.). N. Порнăçа салатса пĕтерет поль. N. Салатакан (-даган), расточительный; расточитель.

салма

салма. Моркар. Салмана ясмăк çăнăхĕнчен тăваççĕ, тата квас салми полать. Сред. Юм. Салмана, йăваласа туса, çĕçĕпе касса тăваççĕ. Ib. Татнă салма, йăпăлти салми, кашăк салми (разные виды салмы). Юрк. Салмасене пирĕн чăвашсем виç-тăват тĕрлĕ тăваççĕ: каснă салмасем, йăпăлти салмисем, татнă салмисем. Салмасене пурне те çăнăхран тăваççĕ: пăрçа çăнăхĕ çине пăртак ыраш çăнăхĕ хутăштараççĕ. Хăш чухне ыраш çăнăхĕ вырăнне тулă çăнăхĕ е пăри çăнăхĕ. Çăнăха шывпа хутăштрса çăраççĕ, тутлă чуста тăваççĕ. Ăна, тата-тата илсе, унаççĕ. Унаçĕсене çĕçĕпе касаççĕ, йăвача пек туса. Ăна каснă салма теççĕ. Хуранти шыв вĕреме кĕрсен, салма яраççĕ. Салми пиçсен, ăна юрма ярса, пăрăç ярса çиеççĕ. Йăпăлти салми чустине малтан йĕтĕрпе пусса сараççĕ, хут пек тикĕс те çӳхе тăваççĕ. Ăна кайран, çине-çине хутласа хурсан, çĕçепе касса вĕтчеççĕ тураççĕ. Лапша пулат. Ăна вара, хуранти шыв вĕреме кĕрсен, хурана ярса пĕçерсе çиеççĕ. Татнă салмана каснă салмапа пĕрех тăваççĕ, анчах унаçне çĕçĕпе касмаççĕ, хĕрарăмсем пӳрнисемпе татса илсе, ывçă тупанĕ çинче çăмах тăваççĕ; кăшт çăтма çăмăлтарах пултăр тесе, çаврака тăваççĕ. Пĕр тиркĕ çăмах тусан, ăна вара, хуранти шывĕ вĕреме кĕрсен, тăвар калаттарнă шыва салмине яраççĕ те, пĕçереççĕ. Салмана хăш чухне ашпа та пĕçереççĕ. Хăш чухне тата паранкă та тураса яраççĕ. Хăш чухне тата, çула пула пуçласан, пултăран ĕлкĕрсен, ешĕл пултăран та тураса яраççĕ... Салма чăвашăн чи юратнă яшки.

салтса ил

отвязать, развязать. Якейк. Çакăннă çынна виличчен петлĕрен салтса илчĕç. ЧП. Унтан йăвантарнă чухне çыхнă тилкепине салтса илсе, çав тилкепипех тепĕр хут тăватă урине пĕр çĕре çыхса хучĕç.

салтак

(салдак), солдат. Изамб. Т. Эс салтак-и? Ты солдат? Ib. Салтака лекекен ачасем куçне çыхса хапхаран тухаççĕ. Регули 575. Эс салтак полăттăнччĕ, сана илмĕç. К.-Кушки. Салтаксем хутлăхĕсене пĕр тикĕс илсе пыраççĕ. Солдаты идут на ровном расстоянии один от другого. Никит. Салтака мĕне тохса кайнă чухне каякан çынни çăкăр сăмси касса илет те, çурмаран уйăрат; çуррине çисе ярат, çуррине амăшне парат. Амăшĕ тата каякан ачи кăсинчен вăрттăн окçа кăларса илет. Вара çав çăкăр сăмси юлăшкине, ачи кайсассăн, кĕлете çип çине çакса ярат. Çăкăри çине хăй вăрттăн кăларса илнĕ укçана хурат. Вара кайнă ачи чирлесессĕн, çав укçа хуралса тăрат; чирлемесессĕн — çуттипех выртат, тет. Ачи вилсессĕн, çав çип çине çакнă çăкăр сăмсипе укçа хытă сулланма тапратаççĕ, тет. Н. Карм. Пĕр ывăлĕ салтакра халĕ. Б. Олг. Кăçал ман ачая чĕнеччĕ салтака, шăпа тохат; ачая манне исерчĕç (= илсе ячĕç), çӳç касрĕç, ман ача салтака карĕ. N. Салтакран юлчĕ-ха. N. Пĕчĕккĕлле салтак ĕçне вĕрентнипе вĕсем салтак пуласран пирĕн пек хăрамаççĕ. Ядр. Кам салтакра пурăннă, кама чĕнмелле, кам салтакран юлнă, мĕн-ма юлнă. Якейк. † Эпĕр салтак (вм. салтака) кайнăшăн, ялти яшă хĕпĕртет. Тораево. † Эпир салтак кайнăшăн, пур ял-йыш хĕпĕртет. Турх. Вуникĕ салтакăн пĕр качака ăсĕ чул (вар. чухлĕ) анчах, теççĕ (или: тет. Старая послов.). Изванк. Кăркунне, салтаксене чĕнес вăхăт çитерехпе... Ib. Çак ача халĕ кăркунне салтака каймалла. Орау. Салтак патне çите пуçланă ялти çамрăксем (к 21-летнему возрасту). Юрк. Тархасшăн мана салтакран кăларăр (освободите), эпĕ чирлĕ çын. N. Тата салтак ячĕ тохат çичĕ ачан. Баран. 206. Тĕп-тĕрĕс 25 çул салтакра çӳренĕ (служили). Байгул. Манăн атте Николаевский салтак пулнă. Вăл салтакра вунпилĕк çул пурăннă. N. Салтаксене солăнтарат ĕçпех ĕнтĕ ку патша самани. N. Пĕре кĕрсе юлчĕ салтакран. N. † Салтак нуштине кораччен, килте питĕ начар çын йытти полас полать. (Солд. п.). N. Этемĕн салтака килеччен çуралманни аван. (Из солд. письма). N. Салтак кунĕ пит лайăх мар. Юрк. † Салтак тесе каласан, чĕререн çĕçĕпе каснă пек. (Солд. п.). Чебокс. † Салтак ятне илтесси — пасар кулаç çини мар. Шибач. † Салтак каять, салтак килет, эпĕр кайсассăн килес çок. Сĕт-к. † Ялăм-йышăм янтал пакчĕ, ятарласа çӳрес чох, салтак турĕç — мĕн тăвас? Ядр. † Вăлта хулли кĕлеткемччĕ, салтак кĕлетки пулминччĕ, салтак пăшалĕ йăтминччĕ. || Отбывший службу. ЧС. Якур салтак. || Валет (в картах). Тиханьк. СТИК. Кирпĕч, хĕрес, курак, виннăй салтак. Валет бубновый, трефовый и пр.

самай

самый (русск.). Шемшер. † Ирпе тăтăм, пите çурăм, турра пуççапрăм, карăм вăрмана, тарăн çырмана, татрăм çырлине самай хĕрлине, илтĕм арăмне самай хитрине. || Довольно много, порядочно. ТХКА. Шăллăм çырма-вулама самаях вĕреннĕччĕ. Ск. и пред. 107. Хĕвел хыççăн куçакан уйăх самай çĕкленсен, тухать вĕçме вĕри-çĕлен. N. Йот патша халăхне самай илкелерĕç (в плен). Эпир çур. çĕршыв 25. Сарă яль чăвашĕсем самай тĕреклĕ пуранаççĕ, çӳрессе те капăр çӳреççĕ. Кан. Унта вăл самаях ĕçлерĕ. Сунт. Паян чăпта самай леçрĕç-и? — Леçкелерĕç самай. Сам. 28. Ун чух эсĕ ху та улшăнăн нумай, сăнă-сăпату юсанĕ самай. ЧС. Тата унта самай йĕкĕтсем пĕр-пĕринпе тавлашса чупаççĕ. N. Кунсем самай вăрăмланчĕç, çĕрсем кĕскелчĕç. N. Самай йывăр. || Часто. N. Онпа самай корса поплекенччĕ, халĕ ĕнтĕ вă (= вăл, у) та çок. || Очень. Микушк. Витере самай мăнтăр ăйăр çисе тăрать, тет. СТИК. Пасара карăм та, çуна пăхрăм. Çуна темĕн чухлĕ. Суйларăм, суйларăм та, самай лайăххине суйласа илтĕм (выбрал наилучшие, самые хорошие). || Как раз, точь-в-точь, в самый раз. Альш. -† И, кĕрӳшĕ, кĕрӳшĕ: самай ĕне пăрушĕ!.. (Насмешка). Тогаево. Ончен те полмин, сасартăк пăшал сасси самай пирĕн тĕлтрех илтĕнсе карĕ. Сĕт-к. Самай кĕтӳвĕ тохса кайнă чохне хамăр ĕнесене пырса ертсе ятăм. Ib. Текерле çонаттисампа вăш-вăш, вăш-вăш! туса вĕçсе пырать те, самай пуç тĕлне çитсен, тĕвик! тесе кăçкăрать. Орау. Самай та ашшех çав. Точь-в-точь отец. Яктик. † Пахчи, пахчи панулми, чи тăрринчи сар улми, самай татас тенĕ чух ыткăнайрĕ-каяйрĕ. Байгул. † Вĕт-вĕт чĕнтĕр, вĕт чĕнтĕр; вĕтĕ те пулин самаях. КС. Самай та упăтех çав. Настоящая обезьяна. Сĕт-к. Пирн Улюн самай ыраш вырма пуçланă чох холсăр полса. Пазух. Хура вăрмана тарса кĕтĕм, самай çулçă тăкнă чух. Çуралнă иккен эпĕ аннерен, самай телей пĕтнĕ чух. || Сносно. Тюрл. Матка порри самаях (сносно), матка çокки кичем пек (сиротливо). Микушк. † Ик аллăра патăм ик панулми, кăмăлăра самай пули, тесе. N. Пĕр шухăшласан, çапах вĕсенчен самайтарах пурăнаççĕ (живут лучше). || Облегчение, улучшение (напр., в болезни). Кореньк. Куç самаййи сисĕнмес. Не видно, чтобы глаза поправлялись. N. Людмила куçĕ пăртак самай, тесен, питĕ хĕпĕртерĕм. Ст. Яха-к. Туманнине те туса пăхрăмăр, çаплах кил-çуртра самай еннелле каймаçт, терĕç. N. Çавăн пек тусан, пăртак самаййине курать те, çынсене кайса калать. Хора-к. Эпĕ асапланнине те вăрман илтрĕ, сассине пачĕ, самая килчĕ. Шинер-п. Çавăнтах вăл ак мĕн шухшланă: çав шантала илсе тухса каяс-ха ĕнтĕ, мана вăл та самаях пулĕ-ха, тенĕ. N. Çав çын вара, ыйăхран вăрансанах, самай енне кайнă. N. Куçĕ кăшт самай пулсан (полегчать)... ЧС. Эпĕ аннене яланах: самай-и? тесе ытаттăм. Ман анне самай пулма мар, йывăртан йывăр пулат, пĕр пилĕк кунтан тăрса та ларайми пулчĕ. Ib. Тете патне аттесем, аннесем чун чăтман пирки кашни кун кайнă пекех: кайса, самайне, самай марне пĕлсе килетчĕç (т. е. справлялись о его здоровьи). БАБ. Муш (= может быть) самайрах пулнă та пулĕччĕ-и тен (мне в больнице). Ялти çынсем мĕн курни-пĕри: ачăна унта вилме анчах леçсе пăрахнă. Унта вĕтĕ ун пек тӳрленмелле мар, чирлĕ çынна юри имçампа вĕлереççĕ, тет, тетчĕçĕ, тет. Ib. Пуçу самай-и? А легче что ли голове-то? Ib. Виçĕ кунта иртрĕ эпĕ чирлени, ман пуç çапах самай мар. О сохр. здор. Эмел ĕçсе пурăнсан, чире пĕтĕмпех тӳрлетмесен те, вăл ăна кăшт та пулин самай тăвать.

саппас

запас (русск.). Альш. Якейк. Утă тума кайнă чох апат-çимĕç саппас илни (про запас) пăсмаçт. Изамб. Т. Унăн саппас нуммай-ха (напр., ржи и пр., богатый), Кн. для чт. 45. Çемен телейне кура, лешшĕн лавĕ çинче саппаса илсе тухнă тенел пулнă. Трхбл. Саппасне яр (тăс). Выпустить запас (про брюки). Ib. Прӳккие саппаслă çĕленĕ. Брюки сшиты с запасом. N. Ача-пăчана тумтир таврашне сапаслă çĕлес пулать. || Сред. Юм. Саппаспа çӳрет (с оружнем). Ib. Нăмай окçа чиксе çӳрекенсĕм саппассăр çуремеççĕ (ходят с оружием).

саркалан

(-га-), расстилаться, распуститься, распластаться. Пазух. Хуралă чĕрçитти пулăттăм, çаксан, саркаланса тăрăттăм. N. † Арман чулĕ çĕкличчен, сарă чечек пулас мĕн, саркаланса ларас мĕн. Сред. Юм. Мĕн, саркаланса ларса, ху çиç ик çын вырне йышăнса ларан эс. Янтик. N. Икĕ ача, сарă ура, саркаланса ут çулать. Юрк. † Пирĕн аттенĕн сарă чăххи кашни ирсерен саркаланат. N. † Каччă алли тивнĕ пулсан, авкаланĕ хура çĕлен пек, каччă алли тивмен пулсан, саркаланĕ сарă-кайăк пек. Ала 99°. † Хорăнкасси арăмсем саркаланса йорлаççĕ. Юрк. Саркаланса вĕсем юрлаççĕ (кукушки). Я. Турх. Кĕтне шывĕ ман умра саркаланайса юхать; кашлатакан хумăшра ярăнайса пул(ă) вылять. Якейк. † Тăхлач корки сар корка, саркаланса ĕçер-хе (свободно, как хочется нам). N. † Сар утçăм килет саркаланса. N. Арăмĕ: упăшкам суккăр, курмас ку, тесе, хăйĕн тусне чĕнсе килсе, тем пек саркалана пуçларĕ, тет (думая, что муж слеп и не видит). Янтик. Мĕн саркаланса çӳрен çак эс, саркаланчăк (непоседа)! Пӳрте тăвăрлатăн. || Важничать. ППТ. Тата хăшĕ калăм кунĕ типĕ пулсан, çарамас çӳренĕ чухне хĕрлĕ кĕпепе саркаланса çӳреме: хĕрлĕ кĕпе илсе пар, тесе, аптăратаççĕ (надоедают просьбами). ЧС. Ăшă пулсан, урамра саркаланса çӳреме тесе, хĕрлĕ кĕпесем, картуссем, шăлаварсем илтереççĕ. Юрк. Саркаланма сарă тăлăп, ăна атте туса паман, ăна упăшкам туса панă. Янбулат. † Саркаланма мĕн лайăх, сарă тăлăп пит лайăх. || Ст. Шаймурз. † Лутра-ях та хĕрсем, сарă хĕрсем, саркаланат савни умĕнче.

сарай ом

навес перед сараем (надворными постройками). Сред. Юм. Сарай ом — 1) сарай панчи вырăна калаççĕ; 2) ик хутлă сарайăн çӳлти хутне олăмсĕм, утăсĕм толтарнă чохне илсе пама ансатрах полтăр тесе, каштисĕне тăсарах кăларса, çав каштасĕм пуçĕ çине хăма хорса тохаççĕ, çав хăма хонă вырна çапла калаççĕ.

сараппан

сарафан. Т. II. Загадки. Пĕр майранăн хĕрĕх сараппан. (Купăста). Курм. Сараппанне çавăрса чикнĕ пилĕк хошшине. Орау. Вăрман улпучĕ майрине пĕр сараппана çĕр тенкĕ парса илсе панă, тет. (Так называют платье или сарафан).

сарăплă

вредный. Юрк. Каланă чирĕ сарăплă пулмасан: юрăхлă, тесе, каласа парсан, ыттисем вара, чирлĕ тесен те, ун пеккисене тиркемесĕр илсе яраççĕ. Холера З. Пĕрре те çав эмел (средство) сарăплă (сиенлĕ) пулман. N. Сарăплах мар. Не очень вредный.

сасă кăлар

сас кăлар, издавать звук. || Сплетничать, распускать слух. Юрк. Ялти йытă çыртасран сасă кăларса ан çӳре (не распускай слух). || Причитать (о покойнике, при похоронах). Н. Яха-к. Чӳклесе пĕтерсен, апат çисе ĕçеççĕ те, икĕ арăм пĕрер курка сăра илсе пӳрт айккине тухса пуçсене чиксе тăрса сас кăлараççĕ. (Пумилкке). Ib. Килти хапхаран тухнă чухне (при похоронах) икĕ арăм кутăн ларса кутăн юрă юрлаççĕ. Мĕлле юрă юрланине пĕлместĕп, анчах ăна „сасă кăларни“ теççĕ. Тата хапхаран тухнă чухне: килсе ан хăраттăр, тесе, вĕри кĕл сапса яраççĕ. Çав ик арăм уй-хапхи патне çитечченех малалла пăхмасăр кутăн юрă юрласа пыраççĕ. Уй-хапхи патне çитсен, вăлсем анса юлаççĕ те, килне тавăрăнаççĕ. Пытарма каякансем, çав ик арăм анса юлсан, лашисене пит хытă чуптарса каяççĕ. Тюрл. Сас кăларни: „Чĕкеç килет сассипе, сан сассăна илтес çок. Кукку килет сассипе, сан сасса илтес çок. Пиртен уйăрăлса кайрăн, пиртен уйăрăлтăн ĕнтĕ. (Суллахай юрлаççĕ). N. Вăл „сасă кăларакан“ арăмсем çинçе сасăпа хаярăн кăшкăрса калаççĕ: „Çуртна-йĕрне пеххилле, ачăна-пăчуна пеххилле“... (Гов. протяжно). Сасă кăларни вăл вилнĕ çыншăн йĕнине пĕлтерет. Сасă кăлармасан, вилнĕ çын: маншăн йĕмеççĕ те, тесе, пит хурланат, тет. Сасă кăларнине илтсен: маншăн йĕреççĕ иккен, тесе, савăнат, тет. Вил-йăли. Сасă кăларни тесе вилнĕ çынна пӳртрен илсе тухнă чухне калакан йăлана калаççĕ. Ib. Çав арăмсенчен пĕри, выльăха пусас умĕн, выльăх хăлхи патне пырса „сасă кăларать“, хаярăн сасăпа кăшкăрса калать: умăнта пултăр, çуртна-йĕрне ан асăн, выльăхна-чĕрлĕхне ан асăн, тет. Макка 190°. Вăйлăхсене пусас умĕн, сасă кăлараççĕ, вăл сасă ак çапла: „Çурăм-пуç килет çутăлса, пур кайăк-кĕштĕ хусканса, пур кайăксенĕн те сассисем илтĕнеççĕ, санăн сассу анчах илтĕнмеç“. См. Магн. М. 164, 175.

сатур

(садур), сатор (садор), здоровый, крепкий; смелый, настойчивый, храбрый. КС. Баран. 68. Сатур хăтланнăшăн ăна парне панă. N. Пулаймарăм сатур çын. Хочаш. Сатор — чăрсăр, пит хăюллă çын. Альш. † Хамăр сатур — сиен тăваймаç. Ib. † Ачи маттур, хĕрĕ сатур: явлăк парса выляç-çке. Ib. † Елшел хĕрĕ те —сатур кам: сиксе утни сисĕнмес. Тайба-Т. † Уксаххи, чăлаххи пирте çук, матурпала сатурри пирте пур (о девушках. Хĕр сăри юрри). Ст. Шаймурз. † Çуралтăмăр матур, пурăнтăмăр сатур. Рак. † Маттур кăна пултăм, сатур ӳсрĕм, выляймарăм кăмăлăм туличчен. N. Ĕçе сатур, работящий. Рак. Трахвин питĕ сатур ĕçлеме: ăна ĕçлеме илсе кайсан, ху та ĕçе сисместĕн. Юрк. Ăна пăхнă çĕрте шăллĕсем иккĕш те ĕçе пит сатур çынсем пулнă. Янтик. Айта сатуртарах ĕçле! Ib. Ну ытла сатур ĕçлерĕмĕр ĕнтĕ, анана кăнтăрлаччен пĕтертĕмĕр.|| Храбро, смело. || Здорово, сильно. О сохр. здор. Ку çын çиессе те сатур çиет, ĕçлеме те сатур ĕçлет пулĕ, теççĕ. N. Сатур ĕçлетпĕр. Ядр. Лаша сатур туртать (везет настойчиво). Ib. Çын сатур ĕçлет (настойчиво). Алших. † Вăйçă сатур каласан, тантăш лайăх хумханат. (Хĕр сăри). N. † Вăйă сатур калакан — Каша хĕрĕ мар-ши çав. || Насильно. Сред. Юм. Хам кĕресшĕн те марччĕ, сатôрах илсе кĕчĕ, Ib. Хам илес мар тенĕччĕ, сатôрах парса ячĕ.

сентĕре

(сэндэ̆рэ), сентре (сэн'д'рэ), полати. Ст. Чек. Баран. З5. Сана ик эрне сентĕре çинче выртасси çăмăлтарах. Ib. Хăçан лăпланĕç-ши, хăçан кăмакисем, сентĕрисем çине улăхса çывăрĕç-ши? Н. Айб. Сарлака сентĕре, полати. N. Сентĕре çинче пĕр çын ури усăнса тăнă. N. † Симĕс шăрçа сике-çке, сентĕрене çите-çке. А. Турх. Ачач 12. Унтан сентре çинчен пĕр вырăсла юрă кĕнеки „Песенник“ илсе, сĕтел хушшинче тек тĕлĕрсе ларма тапратрĕ. СПВВ. ЕХ. Сентре — ăлăхса выртма алăк патне çӳле мачча çумне хăма сарса тăваççĕ. СПВВ. КМ. Сентре = пулатти. || Полка. Трхбл., Абыз. Вута-б. Сентре, полки в избе. Орау. Сентĕре çинче ĕлĕк пирĕн купи-купипе чĕлсе хунă хăйă тăратьчĕ. Ib. Сентĕре — брусья 1) от печки к передней стене, 2) от печки к боковой стене, на нем держатся полати. КС. Сент(ĕ)ре (сэн’дрэ, гласная „ĕ“ почти незаметна), толстая доска, от улчупи к другой стене, куда ставят чашки; обыкновенно делалось в курных избах. См. сенĕре, сенре.

сехмет

беда. Ашшĕ-амăшне. Мĕскерле эсĕ каç пулсассăн çӳретĕн? Спани килĕнче пĕр-пĕр сехмет пулчĕ-и мĕн (случилось)? тенĕ. СПВВ. Х. Сехмет çакăнать (несчастье). СПВВ. ТМ. Çын трук (скоропостижно) вилсен, ăна: сехметпе вилнĕ, теççĕ. Ib. Сехмет — пĕр чирсĕр вилекен çын е выльăх. (Обьяснение неудовлетворительное). СПВВ. ЕС. Выльăх-чĕрĕлĕх сасартăк виле пуçласан: „сехмет“ пулчĕ пулĕ, теççĕ. || Недуг. Чăвашсем 22. Çын сехметсĕр пулмаçт, пĕр-пĕр япала ыратнă вăхăт та пулат. СПВВ. АС. Çан сехметсĕр иртмест. (Сехмет — тем шавкăн лекни). || Так называют человека, который постоянно без толку с кем-либо бранится. Ст. Чек. Сехмет — анкă-минкĕ, кăлăх çынпа вăрçакан çын. || Назв. духа. Ст. Ганьк. Усал сехмет, усал хаяр çулăхнăччĕ — таврăнать. Ib. Сехмет — усал. Ib. 77 тĕслĕ усал сехмет çулăхнипе, усал хаяр çулăхнипе. Альш. Турă сехметне (вар. турă сехмете) хур. Тюрл. Ана çине пырса тăрсассăн, тырă акма пуçлаччен, торра кĕлтуса илетĕп: торă папай, ырă сехмет (надо: сехет?) тĕлне тутăр, тетĕп. || Аттик. Эсĕ çăмăра сехмечĕ-сехмечĕпе кăларса илсе çӳре: çĕре çăмăрсăр типĕтсе хăртса ан яр. (Молитва в „Ӳчӳк“ к „Ел-кӳлли“).

сывлăх

(сывлăх), здоровье. Сред. Юм. Сывлăх — пуянлăх. Здоровье — богатство. N. Манăн сирĕн сывлăхăр аванланнине курас килет. Ст. Чек. Хăнара ĕретпе пурне те, сывлăхĕсем çинчен ытса пĕлсе, васкамасăр алă парса тухни. N. Ну, тата çырам сана, шăлăм, хам хурлăхлă сывлăха! N. Сывлăху çинчен çыртарса яр. N. Санран сывлăх хытă кĕтетпĕр. Мы ждем от тебя известий о жизни. (Из письма). Избахт. Сывлăхăм пур-ха? Я пока здоров. (Из письма). Сиктер. † Каçал кайнă ачасен сывлăхĕсем килеççĕ хут тăрăх. N. † Анне-анне килне-çуртне килейĕттĕм сывлăхпа. Юрк. Лешĕ часах илсе пырсан, лартат та кăна, сывлăхпа ĕçме хушат. N. Сывлăха пултăр! (Гов. при чиханьи). К.-Кушки. Сывлăха! На здоровье! (Гов. при чиханьи).

сып

хлебать. ЧС. Шыв парсан çăварĕпе сыпат та, сăмсинчен юхса тухат (лошадь). Юрк. † Çак тăвансем асма (= асăма) килнĕ чух сыпаймарăм ăснă кашăкăма. Алших. Кĕселне сыпсан, кĕсел пĕçернипе, сĕт сыпма каçнă чух пурте кĕсел ăшне кĕрсе вилеççĕ, тет. Трхбл. † Хамăр тăван аса килсессĕн, сыпнă яшкамсене çăтаймăп. N. Анне те пер çăмарта илсе çирĕ, тата пăртак сĕт сыпрĕ. Янтик. † Шĕлешен-кайăк чĕппи мĕн çийĕт? Тулă пĕрчи хыпать, сĕт сыпать. Пирĕн аппа-йысна мĕн çиет? — Кулаçне хыпать, пыл сыпать. ТХКА 60. Ирхине тăрсан, пит-куçа çусан, тин уçланă уйранпа сыпа-сыпа, серте-çăмах яшки çисен... Качал. † Пирĕншĕн, апай, ма макрас? Ларас-сăвас ĕне мер, сыпас-çияс сĕт мер. N. † Сыпма та çук син-пыл пĕçерет, тухма (та) çук хуçи тарават. Б. Хирлепы. Сыпса çимелли апатсем, жидкие блюда. О сохр. здор. Тата кирек камăн та: чирлин те, сыввин те, шыва çăвара сыпса çумалла мар (не следует). Сĕт-к. Пĕр чĕлĕ çăккăр касса илтĕм те, твар пуçса шупа сыпса çиса ятăм. || Выпить. Юрк. Эх, сыпмасăр тӳсесси те пит хĕн çав. Эпĕ акă вырăн çук чухне: вырăн çук, тесе, ĕçетĕп. Ib. Сан пек вырăнта пулсан, эпĕ, чăнласах та, сыпса та пăхмăттăм, тет. Ск. и пред. 44. Сыпасчĕ-çке пăртак йӳççине çакăн пек ĕç хыçĕнчен. || Церковный термин: причащаться. || Переносно. ЧС. Ун чухне Пăла (река Була) ейĕве тухас пек сыпса тăрат, тет. П. Яндоуши, Б. Крышки. Каткара шыв сыпса тăрать. Вода в кадке вровень с краями, т. е. она готова пойти через край. Ib. Ма тулли ямастăн? — Халь те сыпсах тăрат вĕт. Что наливаешь неполно? — Итак уж вровень с краями.

сырăнтар

(-дар), понуд. ф. от сырăн; надевать, навертывать, обертывать. ЧС. Унтан хĕрĕн пӳркенчĕкне илсе сурпан сырăнтараççĕ. N. Хĕре сурпан сырăнтарсан вара туй пĕтет.

сырлăх

то же, что сырăш. Вомбу-к. Сырлăх — корыта çинче решшоткăлă тăваççĕ, пӳлĕмлĕ те тăваççĕ. Ерк. Урха утă çулнă та, анчах илсе кайман-ха, улăх сирĕн алăрта, ута кӳртĕр сырлăха.

сыхшăн

для охраны; про запас. Юрк. Пĕр кĕрнӳкерĕ, туйра-мĕнте тухатмăшсем пăсасран, сыхшăн, кĕсйине пĕр ывçă вир ярат. Ст. Чек. Ку япалана эп сыхшăн тытса тăратăп-ха (про запас). Толст. Тутарсем ăна тытнă та, йĕнерĕ çумĕнчи сыхшăн илне хырăмсарлăхĕсене (подпруги) салтса илсе, аллисене тутарла тĕвĕпе хыçалла туртса çыхнă.

сыха

(-hы̆), то же, что сых. N. Таса çыру вăл чун çими, чун илемлĕхĕ, чун сыххи! КС. Пит сыхă тăраççĕ вăсам. Здорово караулят (напр., огурцы). Кн. для чт. 80. Пĕр чухăн хуçа, çула каяс умĕн, хăйĕн тимĕр таварне пĕтĕмпех пуян хуçа патне сыхха леçсе панă (отнес на хранение). Вишн. 67. Çавăнпа пирĕн шăлсене, вĕсем ан ыратчăр тесе, пит сыхă усрас (беречь) пулать. N. Эпир хамăр куçа сыхланă пек, сыхă усра мана. N. Çăварăма сыхă тăрат (охраняй, остерегай), çăварăма хупса тăма чарулăх пар. Беседа. Вĕсен çывăрмасăр сыхă тăни те (настороже) урă ăйхăран сыхă мар. N. Пулла çур та, чĕрине, пĕверне, ватне кăларса илсе, вĕсене ыхă (укромное) çĕре хур, тенĕ. N. Сыхă кĕтсе тăр. Будь настороже, выжидай с осторожностью. СПВВ. Сыхă ячĕ, про запас. См. сых ятне.

сиен

ущерб, убыток, вред, изьян, недостаток. СПВВ. МС. Кан. Ирсĕр ĕç туса хуçайства сиен кăтартакансене питĕ хытă айăплаççĕ. ЧС. Пире нимĕн сиен те (никакого вреда) туман вĕт вăл. Изамб. Т. Ача тумтир илсе кайнă иккен, çавăнпа ул сиен курман. Пазух. Çак атте-анне, ай, килĕнче пĕр сиенсĕр (без каких бы то ни было недостатков) пĕвме ӳстертĕм. Сред. Юм. Сиен — большой убыток вообще. || Беда, несчастье. Ст. Шаймурз. Йытă, сиене сиссен, улат, тет. Хурамал. Тĕлĕкре эрех ĕçсен, пĕрер сиен пулать, тет. Кан. Çаксенчен ĕнтĕ выльăха калча çине яни сиенни питĕ аван курăнать. N. Ку таранччен сиен пулманччĕ-ха. Ст. Шаймурз. Çурт тăрринче çăхан кăшкăрсан, сиен пулат, тет, || Смерть. Ст. Чек. Лаша вилсен, е ĕне тавраш вилсен: лаша сиен пулчĕ, ĕне сиен пулчĕ, теççĕ. СПВВ. МА. Трхбл. Унăн ачи сиен пулнă. У него помер ребенок.

сив-чир

лихорадка. Орау. Нюш-к. Сив-чир бывает: симĕсси, кăвакки, хĕрли; самая злая — симĕсси. Ходар. Хăш-хăш чухне пĕрне-пĕрне сивĕ-чир ерсен, вăрмана каять те, чĕрĕ пилеше варăнчен çурса виттĕр тухаççĕ. N. Ах, ачана сив-чир тытнă, ерĕм шывĕ ĕçтерес. Бгтр. Сив чирсем вуниккĕн пĕр тăван пулнă, тет. Пĕре çавсем пурте пĕрле пуçтарăннă, тет те, пĕр кĕпер урлă каçса каяççĕ, тет. Çавăн чухне пĕр сив-чирлĕ çын кĕпер айăнче ларнă, тет. Сив-чирсем тăчĕç, тет те, калаçма пуçларĕç, тет. Пĕри калать, тет: эпĕ çын ăшне пăтăпа пĕрле малтанхи кашăкра кĕрсе каятăп, тесе калать, тет. Тул çутăлма пуçласан, çавсем пурте çухалчĕç, тет. Çын киле тавăрăнчĕ, тет те, арăмне пăтă пĕçерттерчĕ, тет. Вара такмак (кожаный мешок) илчĕ, тет те, пĕр кашăк пăтă ăсса тӳрех такмака ячĕ, тет те, çыхса лартрĕ, тет. Сив-чир такмакра халь те куптăртаттарать, тет. (Вар. Сив-чирсем порте пĕр тăван, тет. Вăсам малтан вониккĕн полнă, кайран пĕри хăй поçне çинĕ, тет. Вăл ак мĕлле полнă, тет. Пĕрре сив-чирсем порте пĕрлешнĕ, тет те, пĕр кĕпер орлă каçса каяççĕ, тет. Çав кĕпер айĕнчех пĕр сив-чирлĕ çын, вăрăсенчен хăраса пытаннăскер, ларать, тет. Сив-чирсем хăйсем çынсене асаплантарни çинчен талпасланса пыраççĕ, тет. Эпĕ çын ăшне пăтăпа пĕрле малтанхи кашăкра кĕрсе каятăп, тесе калать, тет, пĕри. Ыттисем мĕн каланине илтимарĕ, тет. Кайран киле тавăрăнсан, арăмне часрах пăтă пĕçерттерчĕ, тет те, апат çиме ларнă чох такмак илсе ларчĕ, тет. Онтан малтанхи кашăкне ăсса тоти патне илсе пычĕ, тет те, часрах такмака яра пачĕ, тет, пăттине; вара такмакне хытă шатăртаттарса çыха хочĕ, тет. Çав такмакра сив-чир халь те полин коптăртаттарать, тет. Çапла ĕнтĕ сив-чир халĕ вонпĕр анчах йолнă, тет). См. сив тытни.

сик

(сик, Пшкрт: свк), прыгать. N. † Урамăр вăрăм утмашкăн, хӳмĕр çӳлĕ сикмешкĕн. Сызр. † Тапарах та сикерех, уратине хуçарах, эпир тепĕре киличчен çĕнĕ урата хурайĕç. Ст.Чек. Тек сиксе çӳретчĕ-ха, халь сапăрланнă. Все хвастался, а теперь, небось, присмирел. Якейк. † Сик, сик (пляши) хора лаша, пире ыр çын хĕр памаçт. Ск. и пред. 76. Маттур пуса-каччисем вăйран тухса сикеççĕ. N. Тăвар сикет. Соль лопается на огне. N. Хам шăнса кайнă та (озябла), сиксе чĕтретĕп. N. Шăнса сиксе чĕтреççĕ. Беседа. Алли-урисем те сиксе чĕтреççĕ. Пазух. Çакă туйăн варринче, хитре хĕрсем хушшинче, сиксе юрлать туй ачи. N. † Эпир сиксе çупнă чух силленеттĕр маччисем. АПП. Карта сикен лаши пур. ТММ. Суккăр автан сиксе авăтат. (Вутă татни). Ау 29°. Суккăр автан сиксе авăтат. (Вăл та пулин пуртă). N. Коçсăр алтан сиксе авăтĕ. (Портă). Орау. Мур йытти, сиксех вĕрет! Юрк. † Куку сиксе авăтат йĕлме йывăçĕ тăрринче. Ала 73. † Куккук сиксе авăтат, йĕлме йывăç янăрать. || Двинуться с места. К.-Кушки. Ау 18°. Тухтăрсем каларĕç, тет: санăн хăраса чĕрӳ вырăнтан сикнĕ, терĕç, тет. Курм. Хам патарах сик (подвинься). N. Тарçи, кансĕрлес мар тесе, тек сиксе пырать (продолжает пересаживаться), тет; хуçи саваласа пырать, тет. Ашшĕ-амăшне. Вăл çапла пĕр сикмесĕр ларнă. Истор. Пĕр сăмах каласах темĕн тĕрлĕ вăйлă кайăксене вырăнтан сикейми тунă. N. Эп сикмерĕм. Я не подвинулся. || Вывихнуться. Изамб. Т. Ман алă сикрĕ. Трхбл. Хĕне-хĕне ал сыпписем сиксе пĕтрĕç. Бил до того, что все руки отбил. Якейк. Тăпра нумай йăтса ман пилĕк сикрĕ. N. Вăл мана: пĕр-пĕр япалу сикмен-и? тесе ыйтрĕ. Эпĕ ăна: сулахай алă ыратать, терĕм. || Падать. N. Шу сикет, шыв сиксе йохать (водопадик). В разн. говорах: сикекен шу. См. лок-лок, локкит. Лашм. † Пĕлĕт юхат, пĕлĕт юхат, сиксе юхан çурхи шывсем пек. Якейк. Улма йăвăççинчен улми сикмест, теççĕ. (Послов.). || Трещать; издавать треск. Собр. Вилнĕ çын чĕрине касса, пурт кĕтессине чиксессĕн, пӳрткĕтесси сикекен пулать, теççĕ. НАК. Кĕтессине никĕс айне вилнĕ çын чĕрнине хурсассăн, çав кĕтес сикекен (шартлакан) пулать, теççĕ. Çавăнпа чăвашсем пӳрт туртнă çĕре пули-пулми çынпа ача-пăчасене ярсах каймаççĕ. || Трескаться. Альш. † Самартан илнĕ сарă арча, çиччĕ тапрăм — сикмерĕ (не треснул). N. Шăнса çитнĕ çĕр сикет. || Взорваться. В. Олг. Вот тиертсе тохнă, час сиксе тохса каймас. || Быть пропущенным. N. Пĕр сăмах сиксе юлнипе, пĕтĕмпех çĕнĕрен çырмалла пулчĕ. Из-за пропуска одного слова, пришлось вновь все переписывать. || Проходить. ЧП. Аслă вăрманта ырă йывăç, çын курмасăр кун сикмест. N. † Куç-çул тухманни кун сикмест. || Стрелять, дать выстрел. Пшкрт: тэ̆ллӓзӓ удас тӓрэ̆м т̚ӓ, маны̆н пы̆жал секмӓрэ̆, тол’кы̆ листон’ы̆ анџак пы̆т-чат! тӓрэ̆. || Заражать, переноситься, переходить. О сохр. здор. Пĕринчен тепĕрне сиксе ерекен чирсем (заразные болезни). Рук. Календ. Прокоп. Чирсем нумайĕшĕ пĕр çынтан тепĕр çынна сикеççĕ. СВТ. Шатра чирĕ çынтан çынна сикет. N. Усал пурăнăç пĕр çынтан тепĕр çынна час сикет. Баран. 46. Ăна вăл хул-пуççинчен сăхнăччĕ, Ехрим старик илсе пыраччен шыççи (опухоль) хулĕнчен мăйне, кăкăрне сикрĕ. || Гнаться, бросаться. Альш. † Каччă тарăх сикмешкĕн çĕнĕ кас хĕрĕ мар эпир. Алик. Кушак, патша çуртне кĕрсен, патша хĕрĕ тăрăх сикма тапратнă. Сунчел. † Ял-ялĕнчи хĕрĕсем, ах люль-люль, хĕрĕсем, качча хирĕç сикетч-ĕçке; хамăр ялсан хĕрĕсем уява хирĕç сикетчĕ-çке. N. † Ял-ялăнчи хĕрсем, ах лӳл-лӳл, хĕрсем, каччи хирĕç сикет-ĕçке; хамăр ялсан хĕрĕсем уява хирĕç сикетĕ-çке. || Итти в случку. Кан. Ĕнесем çине сикмест. || Плескаться (о крупной рыбе в воде). N. Эпĕр Атăл хĕрне пырса тăрсан, пĕр пулă хытă сикрĕ те, эпир шотсăр хытă хăрарăмăр. || Биться усиленно (о сердце). Б. Яныши. Çав Иван Павлăвăн ернипех чĕри сиксе çӳрерĕ, тет. || В перен. знач. Якейк. Ача сиксе макăрать. Плачет громко и продолжительно. Микушк. † Урама тăрăхла шурă пӳртре сарă сăмавар сиксе вĕре-çке (кипит сильно). Чеб. † Сиксе вĕрет çамрăк чун, тăвана курсан чарăнмĕ-ши (не успокоится ли при свидании с родным)? Пазух. Сăмаварсем сиксе те, ай, вĕреççĕ, чейниксене лартсан, чар(ă)наççĕ. Цив. Хĕрарăмсем пӳртре сиксе хĕрсе пир тĕртеççĕ (ткут во всю).

силле

(силлэ), трясти, качать (дерево), встряхивать (одежду). Изамб. Т. Унтан пĕр савăт çине хутаçран силлесе тăвар ярса çăраççĕ. Ib. Унти (т. е. сĕрекери) пулăсене силлесе илеççĕ. N. Тăприне, ĕçе илсе кайнă чухне, атă кунчисем ăшĕнче илсе тухса, ăрама силлетĕп. Янгильд. Микихвăр салтак тотăра кĕсияран кăларса силлесе кăтартрĕ те, йыта йăпăлтата поçларĕ. N. Урăрти тăпрăра силлесе хăварăр. N. Патакпа тумтир силле. Альш. Сухарие нӳхрепе силлесе пăрахат. N. Итем варинче вил-кĕлте силлесе пăрахнă пек выртса юлчĕç (убитые). Ст. Чек. Çил улма йывăçне силлет.

сиччу

неизв. сл. в заумной песне. Собр. † Сиччу-сиччу, сăрка сăрка, сăрка касси, вуник салма пĕр яшкара, çин-çин ути, çин ути, Хурăн-çарăн пуç тирек, Якурккаçăм, хăтаçăм, хĕрме илсе кайрĕ те, каялла кӳрсе хăвармарĕ.

суккăр

слепой. Трхбл. Суккăр хĕр урайĕнчен йĕп тупнă. (Ăнсăртран, шыраман çĕртен, япала тупнине пĕлтерет). Ib. Суккăра туя тыттарнă пек... Изамб. Т. Тăваттăмăш çулта ку пĕр суккăрскер арăм илсе ячĕ. N. Тĕм-суккăр, совершенно слепой.

сул

сол, махать. ЧП. Сылтăм аллупа сулса юл (вслед за уезжающим). N. Вăл мана нимĕн те каламарĕ, пуçне кăна сулчĕ. N. Кăшт сулнипе пурне те тытса тăракан. N. Пĕр хыçĕпе сулнă та, виçĕ пуçне те татнă. Кан. Танюк аллисене мĕн курăнми пуличченех ял енелле сулса, илемлĕ юрăсем шăратса карĕ. Шорк. Вăл ăна çапасшăн патаккипе солса ячĕ. Питĕ солăмлă тивретрĕ. Пшкрт. Алă сол, махнуть рукой. || Ссылаться. N. Санран ыйтсан, эсĕ те хăвăн чăлаху (увечье) çине сулса: эпĕ пахчана кĕме пултараймастăп, те. || Удалить, отстранить. КС. Ун чирне сулса ярас (отстранить, удалить болезнь). || Качать, баюкать. Якейк. † Макăракан ачине солса яма килтĕмĕр, какалакан чăххине сĕлĕ сапма килтĕмĕр. || Раскладывать, накладывать. Истор. Олег вĕсене темĕн тĕрлĕ пысăк куланай сулса хăварнă. Орау. Халăх çине сулса янă (хăй çинчен халăх çине пăрса янă) парăмне. Сделал так, что его долг разложили на народ. N. Сутăн илекен япаласем çине, ют патшалăхран илекен таварсем çине сулса яракан укçасем (косвенные налоги). Трхбл. Кĕпер тума ята çирĕмшер пус сулса янă. На устройство моста на душу наложили по 20 коп. См. сулăм. || Наговаривать, заколдовывать. Альш. Вĕсем (чăн-чăвашсем) ку укçасене темĕн-темĕн кала-кала хăвараççĕ, тет. Ку хальхи чăвашсем пыраççĕ те, илсе килеççĕ вăл сулса хăварнă укçасене. Çавăнтан вара тытăнаççĕ ял çыннисем чирлеме. Могонин. Эх, киремет, эс ман хута кĕрсе çав çынна сăян ту, эпĕ сана хăçан та полин чӳк тăвăп! тесе, киремете сулса хăварнă вара. ЧС. Сирĕн кӳршĕрен, нумаях пулмаçт, пĕр виле тухнă, тухатмăш, çавăн пумилккине пуснă пăру юнĕпе сирĕн витене кĕрсе: выльăх-чĕрлĕх пĕттĕр, тесе, сулса сирпĕтнĕ. N. Эпĕ сан çине сулам. N. Ел-пуçпе сулап. Ст. Чек. Сулнă, навожденный. N. Кӳлле солсассăн, çын вилет, тет. || Науськивать, натравливать, колдовать. Янш.-Норв. Çавăнпа унтан (т. е. тӳркĕлли порăнакан кĕлет йышĕнчен) вĕсем тӳркĕллине сулса: тем кăтартĕ, тесе, питĕ хăраса тăраççĕ. ЧС. Эсĕ ăна валеçнĕ чухне çил-арман патĕнче Куслав Марккипе вăрçнă, вăл вара хăйĕн кĕллипе сулнă (свою киреметь натравил), тет. Изванк. Чи малтак Кукша Майра юмăç пăхма тытăнчĕ. Пăхрĕ-пăхрĕ те, ак çапла каларĕ: ах, сирĕн пурăнăç пит пăтранса кайнă; киреметсем те пĕри те çырлахман, тата пуринчен ытла сире сулнă. Эх! вăт çав сире курайман çын, епле вăл исыян киреметне йăвăрăн сулса тăрат: ав вăл епле сăмахсемпе сулса тăрат, малалла пурăнăç ан пултăр, вăсене хура çĕр витĕнтĕр, уйăх-хĕвел куртăр, хура çĕр витсе илтĕр, çĕр карăнтартăр, вăсем кай-ури ури пек каялла кайччăр, çурчĕ-йĕрĕ вĕтрен тăрри пек кĕл пулса вĕçсе кайтăр, сыпăкран сыпăк пĕтсе пыччăр. Выльăхне-чĕрлĕхне çĕлен-калта ертĕр; хĕрт-сорчĕ сивĕнсе вăсем патĕнчен тартăр. Вăсем çĕртен çӳле ан хăпарччăр, яла тухсан, вăсенчен ял култăр. Турă такăнтарса пытăр анчах вăсене, тесе, çĕрĕпе пĕр çаран çинче икĕ аллипе курăксене турта-турта татса: хăçан та хăçан вăсем çак эпĕ татса тăкнă курăксене сыпса çитерччĕр те, тин этем ывăлĕ-хĕрне ерччĕр, тет, терĕ. („Çĕр таврăш“). Шорк. Сулас — киремете сулас, удовлетворить киреметь. Альш. „Киремете сул“ не значит ли: направить, напустить, „накачать“ на кого киреметь. || Проклинать, желать худа. Ст. Чек. † Асăнаççĕ ырă ăшă кăмăлпа, сулаççĕ усал кăмăлпа. Ib. Ывăлусем çине ан сул (не проклинай). N. Эпĕ малашне ĕнтĕ çынна хирĕç усал сулмăп.

сулăнтар

(-дар), понуд. ф. от гл. сулăн. N. Ха, хыт тĕкет, солăнтарсах ярать (покачивает, про слабое существо). Яндобы. Патша кашкăра чарайман, вăрманала сĕтĕрсе илсе кайнă, солнтарса хăварнă та, Ивансене хуса çитнĕ.

сулă

солă, косяк; иглица. К-Шемяк. Изамб. Т. Алăк сулли. Персирл. Алăк соллн (косяки, все три), çӳлти алăк соллине илсе кĕнĕ, чӳрече соллилăх (на косяки). N. Алăк сулли, иглицы (чтобы не разошлись доски двери). ЩС. Сулă, дверные иглицы. Орау. Алăка сулă ярас (для скрепления досок).

сум

сом, рубль (ассигнациями). Панклеи. Иван виççĕр сом парчĕ те (заплатил), кĕсрене илсе карĕ килнеле. Н. Шинкусы. Ик сум аллă (72) пуса яхăн. К.-Кушки. † Мĕншĕн пăхан çĕрелле, урай хăми сăватнам, суса сумне кăларас çук. Н. Седяк. Пĕр сум, пĕр тенкĕ, пĕр манит. Регули 1083. Тоттăршăн (ку тоттăра) сом патăм. Чураль-к. Шăмат пасарне кайрĕ пуль, сум та пилĕке сутрĕ пуль, унпа эрех ĕçрĕ пуль. Смирнов. Виçĕ сум аллă пус, 1 рубль. Вунă сум аллă пус, три рубля. Вунтватă сум, 4 рубля. Вун çичĕ сум аллă пус. Çирĕм пĕр сум, 6 руб.; çирĕм тăватă сум, 7 руб.; çирĕм сакăр сум, 8 руб. N. Кулачĕ сум та пилĕк те вунçичĕ пус (З5 коп.). ЩС. Сум та пиллĕк пус, 30 к. Вунă сум, З руб. Вунă сум та пилĕк пус, 2 р.

сунтар

(-дар), понуд. ф. от сун. N. Сана йăвăр сунтарса пĕр мăшăр тăла варна илсе килтĕм.

сунтăх

сонтăх (суяды̆х, сонды̆х), ящик, сундук. См. сунтăк. Питушк. Сĕтел сонтăхĕ. Ст. Шаймурз. Юрла кăна, юрла, тиетĕр, юррăм юман сунтăх тĕпĕнче. N. † Юрлăттăм, юрлăттăм, ай, юррăм çук, юррăм юман сунтăх ăшĕнче. Альш. † Манăн юррăмсем юман сунтăхра. Ст. Шаймурз. † Ай-хай, иртсе пыран çамăрăк ĕмĕр, йĕс сунтăха хупса чарас çук. || Лавка в передней части избы с ящиком или полочкой внизу для посуды и проч. См. сунтăх сакки. К.-Кушки. Йинке, шăвăç тирке ăçта лартнă? — Сунтăха лартнăччĕ. Эпир çур. çĕршыв 11. Тĕпелте кашăк-тирĕк вырăнĕ çакăнса тăрать, аялта сунтăх ларать. Альш. Кăмака умĕнче сунтăх: унта кашăк-тирĕк хураççĕ ăшне. Чертаг. Сôнтăх = çăккăр-яшка хумалли вырăн. || Юрк. Сунтăх, сак айĕ. Унта путек яраççĕ. || Шкап без дверек для тарелок и проч., прибитый к стене. N. Сунтăх вăл шкап пек, анчах унăн хуппи çук; хупăлă пулсан, вăл шкап пулат. Сунтăха тĕрлĕ япаласем хураççĕ: чейник, чей-чашкисем, тата ытти вак-тĕвĕк япаласем. || Ларец. N. † Пĕчĕкçеççĕ йĕс сунтăхра чунăм пур, курайман тăшмантан хуйхăм пур. Трхбл. Пĕчĕккеççĕ сунтăхра чунăм пур. (Чĕпĕленнĕ çăмарта; алă тымарĕ, пульс). || Пенал. Трхбл. К.-Кушки. Мана тете икĕ хупăлă сунтăх илсе пачĕ. || Четыреугольная корзина, часто с крышкой. Кĕвĕсем. Хăваран сунтăх авăтăм — хăва хуппи сĕвĕнмес. Ib. Сунтăх-сунтăх сар мăйăр, çисен çимесен те катса пăх. Юрк. Сунтăх = пĕчĕкçĕ пуркă, тăваткăлскер. Ст. Шаймурз. † Хăваран сунтăх тăвăттăм, хăва хуппи сĕвĕнмест. См. сунтек. || Узор на груди женской рубахи по обеим ее сторонам. КС.

суптар

понуд. ф. от гл. суп; замаять; измучить, утомить. Череп. Чăв. й. пур. 23. Вăл вара çапла парсан, çав çынсене хăй ĕçне ĕçлеттерсе суптаратьчĕ. Ib. Праçник вăхăтĕнче ăна ĕçтерес тесе илсе кайсан, вăл хăйне пуççаптарса суптаратьчĕ. Беседы. Кивçен япала памасăр суптараççĕ. Хĕн-хур. Куккăшĕ каланă: вăл чăнне чăн, анчах эсĕ ăна ĕçлеттерсе суптаратăн-ĕçке, тенĕ. Земледелец. Пирĕн çулсемпе çӳреме çук: уярта чĕтĕретсе суптарать.

супăнь

сопăнь (субы̆н, собы̆н, Пшкрт: соβы̆н'), мыло. Альш. Куç супăнĕ, туалетное мыло без бумаги; лайăххи йышши супăнь (в бумажке), Орау. Алла супăньпе вараларăм (у меня руки в мыле), хăвах илсе пар. Кильд. † Супăнь çутти питĕм пур, упăшкам куçĕ пĕр каймаçт. См. сойпăн, супăн.

сур

плевать. Б. 13. Халăх сурать — кӳлĕ тăвать, пĕччен сурать — типсех пырать. Орау. Сур ăна питĕнчен. Плюнь ему в рожу. В. С. Разум. КЧП. Эпĕ сана çапла каларăм пулсан, мана эсĕ куçран сур. Юрк. Ни çăтса яраймаст, ни çăварĕнчен сурса кăлараймаст (не может выплюнуть). N. Ĕçлекенĕн алли çине турă сурман, теççĕ. (Стар. послов.). К.-Кушки. Суртăм, суртăм, ниепле те сурса тасатса кăлараймарăм. Плевал, плевал, и никак не мог проплеваться. N. Ултă кун юнлă сурса выртрăм. N. Кам çак сăмаха сире калать, куçне сурăр. N. Хĕвелçавăнăш çиять те, хуппине сурса пăрахать (выплевывает). Кан. Иртсе çӳрекенсем кăна курсан, пуçĕсене суллаççĕ те, лач! сурса пăрахса, лашисене пушăпа çапса, часрах чуптарса иртсе каяççĕ ку вырăнтан. Ядр. Сор та вĕр, наплюй. || Впитывать, пропитывать, проходить насквозь (о воде). Ст. Чек. Выртан каска шыв сурат (впитывает воду). Кр.-Чет. Ват каскана шыв сорать. (Поговорка. Так говорит старик во время выпивки среди молодежи, когда на его долю достается больше). Кудаши. Йӳçе шу сорнă (= шыв витнĕ). Ib. Çĕре шу сорнă, вода прошла насквозь, т. е. до сырого слоя. Ib. Тонтире витĕрех шу сорнă (= витĕрех кайнă). Ib. Çĕре шу ик-виç вершок сорнă. Трхбл. Йывăççа шыв сурнă. Ib. Шыв сурнă йывăç йывăр пулат, час типмес. Ядр. Шыв çĕре сорать (= витĕр каять, идет сквозь). || Выходить в виде пены из дерева (о воде, о соке). Янтик. Йывăç шыв сурать. (Говорят, когда во время колки сырых дров от удара топором выходит вода). Б. Аккоз. Хурăн шыв сурать. (Говорят, когда на месте надреза коры березы выходит сок и образуется на этом месте нечто похожее на пену). || Стрелять. Сред. Юм. Пăшал персен: пĕри сôрчĕ ĕнтĕ, тем вĕлерчĕ, теççĕ. || Ворожить, наговорить. ЧС. Алине пĕр курка шыв илсе сура пуçларĕ: хут çине пăхнă пек каласа сурса кайрĕ (старуха). Якейк. Атя-ха, инки Мария, куç чĕлхи сорма, тем полч, кĕçĕр иккĕн те çуримарăмăр. N. Алла кастартăм, тимĕр чĕлхи сур-ха часрах. N. Вăл часрах çавине пăрахать те, ватăрах çынне чĕнет аллине сурса яма. Чăвашсем 38. Е пĕсмĕлле, пĕр турă, ампрах (= ан пăрах). Амин. Пичĕкери сăрампа, хăнам-вĕрлемпе, çунатлă кайăкăмпа, хуранлă путтăмпа (= пăттăмпа) асăнатăп, суратăп. Амин. Т. VI, 29. Пĕчĕкери сăрапа, хăнам-вĕрлемпе, çунатлă кайăкăмпа, хуранлă пăттăмпа асăнатăп, суратăп. Амин. ЧС. Тата хăшĕ, аммăшĕ çимĕкре ваттисене хывнă каç: вăл ваттисене хывасси пирĕн килте малашне ан пултăр, вĕсем пичĕ çине сурам, тесе, çĕре лач! тутарса сурчĕ, тет. Ходар. Ăна (старухе, лечившей от куç ӳкни) анне пĕр пĕремĕк пачĕ те, вăл çав пĕремĕк çине ак çапла каласа сурма тапратрĕ (т. е. ворожить). Арçури. Вĕрет, çурать, пӳсмăрлать. В. Олг. Осал чĕлки сорни.

сурăх-ури

сорăх-ори, сурхури, сорхори (-h-), букв. — „овечья нога“. Зимний праздник молодежи, сопровождавшийся в недавнем прошлом гаданием, когда впотьмах в хлеве ловили руками за ногу овец. Прежде (по крайней мере в северной части Чувашии) он совершался в З-ю пятницу после Николина дня (6 дек. по ст. ст.), а позднее в одних местах сурхури стали называть ночь под рождество, в других — ночь под новый год, в третьих — ночь под крещенье. Помнили и старое время празднования сур-хури, т. е. З-ю пятницу после Николы. В общем, праздник этот по времени совпадал с русским рождеством и святками с их гаданиями и уже представлял смешение чувашского и русского праздников. На этом основании русский христианский праздник рождество (в чувашской переделке „раштав“) в некоторых местах чуваши назвали словом сурхури или сорхори (сорхори конĕ — 25 декабря по ст. ст.). Последнее название известно в северной части Чувашии, а слово раштав в этом значении там не употребительно. В южных частях, напротив, рождество почти исключительно обозначается словом раштав, а сурхури означает лишь гаданье под новый год (сурхури тытни). Изамб. Т. Хăшĕ-хăшĕ сурăх ури тытаççĕ. Картара, тĕттĕм çĕрте, шур сурăх тытсан, ул арăмĕ сарă пуласса пĕлтерет. Хĕрача тытать пулсан, упăшки сарă пулассине пĕлтерет. Камăн сурăхĕ хура, улă арăмĕ хура пулассине пĕлтерет. Суккăр, уксах сурăх лексен, арăме çуккăр, уксак пулассине пĕлтерет. Бисяр. Çĕнĕ-çул каç тĕттĕм çĕрте сурăх ури тытаççĕ: кама шурă сурăх лекнĕ, унăн арăмĕ шурă пулать, теççĕ, кама хура сурăх лекнĕ, унăн арăмĕ хура пулать, теççĕ. Шарбаш. Сурăх-урисем те, çăварнисем те лайăх иртертĕмĕр, N. Сорăх-орисĕр, раньше святок. Ала 30. Ачасен юри. Çиттĕр, çиттĕр сурăх-ори, сурăх-ори, сурăх-ори терĕмĕр, сорăх-ори çиттĕр, ай, курăнать, атьăр тухăр, ачасем, урам тăрăх кайăпăр, килĕрен киле çӳрĕпĕр, килĕрен кукăль чӳклĕпĕр; мучи пире кӳртетни. Кӳртмесессĕн, каятпăр; кӳртет, кӳртет, ан кайăр; кинемей, пире кукăль пар, паратни та памасни, кукăль парсан, каймаспăр; парать, парать, ан кайăр. Ib. 100. Сорăх-ори йорри. Сорăх-ори Кĕркори, Ваççа хĕрĕ Варвари, Тӳми çохи латтым çок, кĕтĕмĕр те тохрăмăр. Пĕри така, тепĕри пытяк, мекекек, мекекек! Шурăм-п. Сурăх-ури чухнехи вăйăсем. 1. Пуслăх тăратса йăвантараççĕ: арçын пулсан, пуслах йăваннă енчен хĕр илет; хĕр пулсан, çав енне качча каять. 2. Пуçа путалка тăхăнса уçă хапхаран тухаççĕ: ниçта лекмесĕр тухса кайсан, хусах — çак çулта авланать, хĕр — качча каят, тухаймасан — çук. З. Пӳрт умне кайса итлеççĕ. Укçа шутланнине, укçа сасси илтес пулсан, (пуян çĕртен илсе) пуян çĕре кайса, пуян пурăнмалла. 4. Ампар умне кайса итлеççĕ: тырă юхнине илтсен, пуян çĕре каятăн, кушак-кайăк кăштăртатнине илтсен, чухăн çĕре каятăн. 5. Йĕтем çине выртса итлеççĕ: пуртă сасси илтсен, тепĕр çĕн-çулччен вилетĕн. 6. Çăл кайса питреççĕ. Упăшка пулас ача çĕрле тĕлĕкре çăл уççи илме пырать. 7. Таса юр çине кайса выртса, хăйсен кӳлепине хăвараççĕ. Ирччен çавăнта тыр пĕрчи пырса выртас пулсассăн, аван çĕре кайса, пуян пурăнатăн, йытă пăх мĕн тупсан — вилетĕн. 8. Чăх тытаççĕ. Малтан урайне çатмапа шыв, çăкăр, тенкĕ, кăмрăк, кĕл хываççĕ. Вара, чăххисене ярсан, вĕсем мĕн сăхнине пăхаççĕ. Çăкăрпа тенкĕ (украшение из серебояных монет) сахсассăн, пуян çĕре каятăн, кĕлпе камрăк сăхсассан, чухăн çĕре каятăн. Шыв ĕçсессĕн, эрех ĕçекен çынна каятăн; чăхху, урай çине ярсан пăтратса вĕçсе çӳрес пулсассăн, упăшку вĕçкĕн (çăмăл çын) пулать, лăппăн çӳресен, йăваш, лайăх çын пулать. 9. Аслăк çинчен улăм тухса çыртаççĕ. Камăн тырă пĕрчиллĕ лекнĕ, çавă пуян çĕре каять, пушши лекнĕ пулсассăн, чухăн çĕре каятăн. 10. Чашăк çинчи шыв çине çурта ирĕлтерсе яраççĕ. Çурта тăмламĕ шыв çинче путса чашăк тĕпне тивес пулсассăн, качча каятăн; путмасассăн — каймастăн. Çурта тăмламĕ сивĕнсен, çӳле хăпарать. Вара, çак тирĕк тĕлĕнче тăрсассăн, пуян çĕре каятăн, кăмрăкпа кĕл тĕлĕнче тăрсассăн, чухăн çĕре каятăн. 11. Кĕнчелеççи çинчен сус туртса илсе, хуллен йăвалаççĕ те, çунтараççĕ. Кĕлĕ çӳлелле хăпарас пулсассăн, авланатăн, çӳле улăхмасан — авлаймастăн. Кĕл сарă пулсассăн, матку сарă пулать, кĕл хура пулсассăн, матку хура пулать. 12. Шăтăрнак шутлаççĕ. Пĕр хушăра мăшăр тухсассăн, ху та мăшăрланатăн, мăшăр тухмасан — авланаймастăн. 13. Улăм пĕрчисене çатма айне хурса нăриклеттереççĕ. Çав упăшка пулас ачан ятне каласа парать. Улăм пĕрчи миI ми! киI киI тет. Хĕрĕ: манăн упăшка пуласси Микит, тет. N. Хĕрсем сурхурине хăмла парсан: пирĕн те каяс, эпир те сурхурине хăмла панă, теççĕ. N. Эпĕ санăн çыруна илтĕм сорхори тепĕр конне, декабĕрĕн 26-мĕшĕнче. Чертаг. Сôрхори, сôрхори, пĕр вĕç вакра, пĕр вĕç картара. Тораево. Ме, ме, сурхури, çулталăкра пре (= пĕрре) килет, юрлăр, юрлăр, ачасем. Куклĕ парас сасси пур: парать-и, памасть-и? Парать, парать, ан кайăр. (Из „сурхури юрри“). Якейк. Сорхори чопнă чох ачасам кашнă çын панчех коккăль татăксем кăсия чикеççĕ. Каран çав коккăльсене сорăхсене параççĕ. Çапла тусан сорăхсам лайăх порнаççĕ, хонаççĕ, теççĕ. Бгтр. Сурхури ачисем — ребята, бегающие в этот праздник по домам. Пир. Ял. Улахра сурхури кукăли çинĕ чух чухăн ачисемпе пуян ачисем хушшинче тавлашу тухса каять. Абаш. Сорхори чох килтĕм. N. Сорхори кон килтĕм. Пришел (приехал) в день рождества. N. Сорхори витри — симĕс витри, симĕс витри коптăрт! тет, айта, тантăш, киле кас (= каяс). N. Тепĕр эрнерен сорхори салачĕ поçтаратпăр. Бгтр. Сурăх ури. Ӳте кĕнĕ кун (первый день мясоеда, т. е. день рождества) каçпа ачасем урама пуçтарăнса тăраççĕ. Вара такмакпа хутаç тупса тухаççĕ те, урамăн чăн хĕрĕнчи пӳртрен пуçласа, килрен киле кĕрсе çӳреççĕ. Çӳренĕ чух ĕлĕкрех: „сурăх ури, сурăхсам питек туччăр-и, арăмсам ача туччăр-и, хĕрсем хĕсĕр пулччăр-и!“ тесе кăшкăратьчĕç. Халĕ пирĕн апла кăшкăрма пăрахнă. Пӳрт-умне хăпарсан, унта сикеççĕ, тĕпĕртетеççĕ. Вара пӳрте кĕреççĕ те, тропарие кондак юрлаççĕ, ĕлĕкрех апла юрламасчĕç. [Здесь приведено описание сурхури до Октябрьской революции, в переходный период от язычества к христианству, когда старый народный обычай уже стал вытесняться и заменяться обычаем „славления христа“. Ред.]. Юрласа пĕтерсессĕн: „пăрçа çакăн çӳлĕш пултăр“, тесе, пăрçасене чăштăр-чаштăр çӳлелле сапаççĕ. Пӳртре кĕçĕн-çын пулсан, е хăна-хĕр пулсан, ăна та пăрçапа сапаççĕ. Вара: кĕрпе пур-и? çу пур-и? тăвар пур-и? тесе ыйтаççĕ. Вара вăсене пăрçа, кĕрпе, тăвар, тата хăшĕ çу параççĕ. Тухса кайнă чух сурăх-ури ачисем: „сак тулли ачи-пăчи, урай тулли питекки, пĕр вĕçĕ шывра, тепĕр вĕçĕ картара“, теççĕ. Пур çын патне те кĕрсе пĕтерсен, пĕр яракан çын патне килеççĕ те, пăрçапа пăтă пĕçерме тапратаççĕ. Кашни кĕтшер (понемногу) вутă йăтса килеççĕ, тата хăйне валли кашăк илсе килеççĕ. Апат пиçиччен ачасем темĕн тĕрлĕ те выльляççĕ, юрлаççĕ. Пиçсессĕн, çуллă туса çиеççĕ, вара киле тавăрăнаççĕ. Ĕлĕкрех, апат çисен, кĕлетке тума каятьчĕç: юр таса çĕре каятьчĕç те, унта месерле выртса, кĕлетке туса хăваратьчĕç. Тепĕр кунне ирех кайса пăхатьчĕç. Камăн кĕлеткине йытă е кĕрĕк мĕн (= кирек мĕн) таптана, вараланă пулсан, çавă вилет, тетчĕç. Халĕ пирĕн апла тума пăрахнă. Хурамал. Сурăх-урине çĕнĕ çулпа крещение хушшинче тăваççĕ. Хĕрсем нумайăн пухăнса салат пухса сăра тăваççĕ. Сăрана хатĕрлесен тепĕр кун ирхине икерчĕ хураççĕ те, каç икерчине пĕçереççĕ. Унта пасар çăнăхĕнчен (из крупчатки) вĕтĕ йăвасем пĕçереççĕ, вăл йăвасене чепчек теççĕ (тутарла). Каç пулсан ват çынсем пухăнаççĕ. Вăлсем укçа параççĕ те, вăсене хĕрсем сăра ĕçтереççĕ. Ваттисем кайсан, çамрăксем ĕçме тытăнаççĕ, купăс-кĕсле каласа ташлаççĕ, сăра ĕçеççĕ, çупа икерчĕ çиеççĕ, чепчек валеçсе параççĕ. Унтан хĕрсем каяççĕ сурăх-ури тытма. Сурăхсем хупнă витене кĕреççĕ те, камăн аллине мĕлле сурăх лекет, пĕрер сурăх тытса, мăйне паллă япала çыхса яраççĕ. Тепĕр кун кайса паллаççĕ: ватă сурăх лекни, ватă качча каять, теççĕ, çамрăк сурăх лекни çамрăк çынна каять, теççĕ. Унтан анкартине каяççĕ, капантан тырра шăлпа çыртса туртса илеççĕ те, пучахне йăваласа, тĕшшине суса пăхаççĕ: тĕшши ытă (нечет, непарно) тухсассăн, тепĕр çулччен качча каймасть, тĕшши тĕкел (чёт, парно) тухсан, качча каять, теççĕ. Унтан каяççĕ пуян çын çурчĕ патне, кĕлечĕ хыçне тăрса итлеççĕ: пуян пурăнас пулсан, укçа сасси илтĕнет, теççĕ; çавна: тăн итлерĕмĕр, теççĕ. См. Магн. М. 97.

сутă

(-ды̆) или сут, торговля, продажа. Менча Ч. Сутта кайсан, сутă перекетне парăсăнччĕ. (Моленье). N. Вотă сотрăм, пошăт сотрăм, сĕлĕ сотти те турăм, çăнăх сотти те турăм, тата пыл и сохан соттн те турăм. ТХКА. Мăйăр сутти укçипе атте Шăхасан пасарĕнчен пĕр хĕрлĕ пăру, хура сысна чĕппи илсе килчĕ. Тет. Пĕр çын сутта кайнă, тет. Почем овес? тесе ыйтат, тет, кунтан вырăс.— Авăсман, хам алланă, Праски тиенĕ, тесе калат, тет, вырăса хирĕç. (Старая шутка). Бгтр. Пĕрре пĕр çын Шопашкара сотăпа кайнă, тет. Кан. Аш сутти тăвакан меçниксем. Ib. Шутласа пăхсан, кулач сутти пек тупăш паракан сутă çук та темелле. Яргуньк. Пĕрре эпĕ пичисемпе сутта кайрăмăр (продавать хлеб). N. Какай сутти тăваканскер. N. Хур сутти тăвать. Изамб. Т. Кĕркунне е вăрмана, е сутта каяççĕ. Янш.-Норв. † Хĕллехи кун сутта турттарма çуна турти кирлĕ хурама. Чăв. й. пур. 13. Кайса килсе хăй кил сутти укçине (деньги от продажн своего дома) пĕтĕмпех пĕтерчĕ. Альш. Çав кун пирĕн сутта тиемеллеччĕ; акă ман атте кĕлет уçрĕ те, шăналăка шыра пуçларĕ. Ib. Çав выльăх тирĕсен суттине (на вырученные от продажи кож) вĕсем эрех ĕçнĕ, тет.

сутăнтар

(суды̆ндар), понуд. ф. от сутăн. Чăв. й. пур. З7. Çав çынсем вара каласса урăх çынсене каламан, хăйсем ĕçсе-çисе, укçанăн та илсе, Яхутя пĕтĕмпех сутăнтарнă. Истор. Кăна ăçтан вăрларăн, тесе, çука юличчен сутăнтарса пĕтернĕ. Тюрл. Çынна сотăнтарасси (в беду ввести) ансат, çылăха шокшлас полать.

сута хур

подать жалобу в суд, привлечь к судебной ответственности. Н. Шинкусы. Пуп таврашĕсем ĕлĕк пĕр-пĕр çын пăсташ тасаттармашкăн юмăç таврашĕ илсе килнине сиссессĕн, ăна вăрттăн пырса тытса сута хуратьчĕç, тет. Чăв. й. пур. 11. Сута хуман. Не подал в суд, не завел процесса.

сутьăн

(суд'ы̆н), студень. Толст. Унтан эрех ĕçтере пуçларĕç, сутьăн, аш илсе пыра-пыра, сĕтел çине ларта пуçларĕç.

сӳре

боронить. Баран. 108. Çĕре тислĕк тăкса çемçетнĕ хыççăн, ăна лайăхрах витерсе сӳрес пулать. N. Икĕ кон сохаларĕ: хам хыçран хамăр кĕсрепе сӳресе путăм (= пытăм). СЧУШ. Атте сухана кайма тытăнчĕ, мана сӳреме илсе каяс, терĕ. || Делать развод, разводить (зубья пилы). Шарбаш.

сӳретти

(с афф. З л.), внутренняя наволочка подушки или перины (пит — верхняя наволочка). К.-Кушки. Минтер сӳретти, тӳшек сӳретти. N. Тăхăр маните тӳшек илнĕ, сӳреттине санăн катанăнтан тунă, питне ялти лапкаран илсе çĕленĕ. || Подкладка. Череп. Кĕпе сӳретти.

сӳс-хӳре

название растения, метлица, арега. Б. Аккоз. || В переносном значении — волк. СПВВ. Т. Сӳс-хӳре вăрманта пурăнать, çула кĕтӳрен выльăхсене тыта-тыта илсе каять, хĕлле çĕрле картаранах тытса илсе каять. СПВВ. ФИ. Сӳс-хӳре = кашкăр. СПВВ. ИА. Сӳс-хӳре = тукмак = кашкăр. IЬ. Сӳс-хӳре яла вĕренсен пит усал.

сăвап çурти

свеча, которую ставили на хлеб при поминовении покойников. Юрк. Çăкăр çине (пумилккере) çутнă сăвап çуртине те урама илсе тухса сӳс çине хурса çунтарса яраççĕ. Авал çав сăвап çурти тĕпĕпе тухатмăшсем çынсене пăснă имĕш. Çавăнпа ăна çунтарса яма тăрăшаççĕ те.

сăват

сват. Тогаево. Иван ăна корсан çав çынран ыйтнă тет.-эй, сăват! ста ис'каян (= илсе каян) эсĕ ко кошака? тет.

сĕлттав

повод, причина, предлог. Ильм. Пĕр-пĕр сăлттав тупаççĕ те, евчи ачĕне хĕр ашшĕ патне тӳрех ярать (сваха посылает парня к отцу девушки). Юрк. Паян атте килчĕ: сăлттавĕ — мана хамăр яла хĕр курма илсе каясшăн. Ib. Сăлттавпа калаçса пăхни. Ib. Сăлттавĕ аван. Хорош предлог (отговорка). А. Турх. Сăлттав — повод к чему-нибудь. См. сăлтав.

сăмавар

(сы̆мавар), самовар. ЧП. Чейпе сăмавар кĕрекере. Ib. Сăмаварсем хутăм савнă тусшăн. Шурăм-п. Сăмавар уласан, инкек пулать. N. Сăмавара пĕчĕккине лартрăмăр. Мы поставили не большой, а маленький самовар. Юрк. Хуçисем пырса кĕнĕ хăни валли хыпаланса сăмавар лартаççĕ. Бес. чув. Вăл вăхăта сăмавар та ĕлкĕрнĕ. Орау. Сăмавар тухман-и-ха (не вскипел)? — Паçăрах тухнă, сӳнсе те карĕ пуль ĕнтĕ. Сред. Юм. Сăмавар ôри, ножки самовара. Ставроп. Сăмавар ту = сăмавар ларт. Турх. Ман сăмаварăм вĕрерĕ пуль. Кайса илем-ха! (Тухат та, сăмавар илсе кĕрет).

сăмах

(сы̆мах, сŏмах), слово. Байгул. Пурне те пĕр сăмах хăвармасăрах вулаттăм. Букв. Пĕлмен — пĕр сăмах, пĕлтĕн — çĕр сăмах, теççĕ. Ib. Ут вĕçерĕнет — тыттарать, сăмах вĕçерĕнет — тыттармасть. Ib. Пысăк сăмах каличчен, пысăк чĕлĕ çăкăр тыт. Дик. леб. 43, Чĕлхӳ çинчен ĕçĕрĕннĕ чи малтанхи сăмахăвах пиччӳсен чĕрине хĕç пек витĕр касса тухĕ. Г. А. Отрыв. Тĕплĕнех ыйтса, сăмахран сăмахах (слово за словом) çырса пытăм. Регули 1094. Вăл сăмахсам çине пит çиленчĕ вăл. N. Кунти сăмаха çырма юрамасть. СТИК. Вăл сăмаха пĕр шухăшламасăр персе ярат (необдуманно, опреметчиво говорит). Ib. Сăмаха çăтать. Проглатывает слова. Сред. Юм. Сăмаха тӳр перет: 1) нераспространяется в разговоре, а говорит лаконически; 2) не разборчивый в словах: что придет в голову, то и скажет. КС. Сăмахпа кас, резать на словах. С. Айб. † Эпир тăванпа тăван калаçнă чух сăмах сайран сахăр тути пур. N. Куллен пĕр сăмах вĕренеттĕр калаçма (ребенок). Альш. Вăл кирек епле сăмахăн та майне тупат (знает, куда отнести слово). Ib. Сăмах илемне кӳрет. Красноречиво говорит. Ib. Каланă сăмахне суяна хăвармас. Он исполняет сказанное. N. Çак сăмахсемпе сыв пула тăрăр. (Из письма). Якейк. Сăмах куçа кĕмеçт, тĕтĕм куçа кĕрет. Ст. Чек. Сăмахран тухнă, унтан-кунтан мар. Синьял. † Вăта пурнери кĕмĕл çĕрĕ пурне вĕçне тăрса юлчĕ, чун савнипе пуплесси виç сăмах вĕçне тăрса юлчĕ. Ачач 510. Сăмах чĕлхе вĕçнех тухса тăнăччĕ. Çук. Пулаймарĕ вĕт. N. Çĕнĕ сăмахсем, неологизмы; ют чĕлхерен кĕнĕ сăмахсем, варваризмы. Кивелсе, тухса ӳкнĕ сăмахсем, архаизмы. N. Сăмах вĕçĕнчен (в конце концов) çапла калар N. Вырăс сăмахĕллĕ халап. N. Мĕн сăмаха килет? Что значит, как сказать по-другому? N. Хлеб тенĕ сăмах чăвашла мĕн сăмаха килет? Истор. Вĕсене сăмах уçса калама та паман (не давали вымолвить слово). N. Анчах ĕлĕк чăвашсем шкулĕсем çинчен сăмах та уçтарасшăн пулман (не давали раскрыть рта). Ачач 104. Курсассăн, пĕр сăмах та уçмĕ-ши мана? || Разговор, беседа. Чăв. й. пур. З2. Хăй калаçма, сăмаха пит ăста пулнă (говорить был мастер). N. Сăмахра хăйне йăваш тытатьчĕ. В разговоре был смирен. N. Вăл çын сăмахăн вĕçне-хĕрне пĕлмес (говорит необдуманно, не думая о последствиях). Орау. Кайăр, кайăр часрах, кунта пирĕн сăмах пĕтмĕ (здесь всего не переговорить, конца не будет). Шибач. Сăмах çавăрма пĕлимаçт. Ib. Сăмах çавăрса поплимаçт. Сред. Юм. Сăмаха пит ваклать, говорит много, со всеми подробностями. Ib. Сăмаха сĕрет анчах. Разговаривает бестолково. Ib. Сăмаха тытмастăн (каламалла мар сăмаха та çынна калакана калаççĕ). N. Сăмаха тытмас, пробалтывается. Ст. Чек. Сăмаха тытса пăхса калаç. Говори осторожно. Ib. Пирвай чăваш сăмах пуçламăшĕ — сывлăх çинчен пĕлет: сыв-и, аван-и? Якейк. Эп сăмах ваклакан çын-и-ке, сăмах ваклакан-çын сана тем те топса парĕ. ТХКА 25. Майпе, сăмах çаврăннă майĕпе кăна, мĕншĕн мана ятланине каласа памашкан шутлатăп эпĕ. Ск. и пред. чув. 60. Пăртак ларсассăн, сăмах майĕпе Янтрак мухмăр уçма эрех ыйтрĕ. N. Çавăн урлă сăмах майĕпе эсĕ çта, епле, мĕн ĕçлесе пурăннине ытса пĕлтĕм... N. Çынсем калаçнă чух, вĕсен сăмахне пӳлмен-и? Хора-к. Пирн арăм вониккĕ, воник çĕрĕн олахра, яшă ача хошшинче, пăшă-пăшă сăмахра. Чураль-к. Сăмахран полсан, эп çын айне йолаканни мар вара. Расск. Ку иккĕмĕш тарçи сăмахĕ çинех тата виççĕмĕш тарçи чупса та çитнĕ. КС. Сăмах çине килтĕн. Легок на помине. Сред. Юм. Тин сана тапратнăччĕ-ха, сăмах çинех пôлтăн. Яргуньк. Кам ман(а) хирĕç сăмах хушать? Кто со мною может поговорить (или: поговорит). Ст. Чек. Каяллах сăмах айне пулчĕ, хайхине парччĕ. Мы опять уклонились от главной темы разговора, дай-ка ту вещь, о которой шла речь. Юрк. Сăмах çукран сăмах туса, хайласа пĕр-пĕр ытти япаласем çинчен тапратса калаçа пуçлаççĕ. Ильм. Чипер пурăнăр, килти сăмаха яла кайса ан калăр, ялти сăмаха киле килсе ан калăр. (Из наставления новобрачным, произносимом родителями жениха). Яргейк. Ялти халап ялтах юлтăр, килти сăмаха яла ан кăлар, теççĕ (различие между словами „халап“ и „сăмах“). Ходите во свете. Акă сăмах çине килнĕ чух калам... N. Каласа хурас терĕм те пĕре (хотел задеть его на словах), сăмах айне пулса карĕ (или: пулчĕ т. е. не успел во время сказать), тепре тапратмарăм. Орау. Темскер каласшăнччĕ эп, сăмах айне пулса карĕ. || Пересуды, сплетня. С. Дув. Кĕтӳ хăван арăмсен мĕншĕн сăмах пĕтмест-ши? N. Лайăх утсем юртат — çулсем юлат, пирĕн савни каят — сăмах юлат. Ск. и пред. 8. Халăх шав-шавĕ пĕр вĕçлĕ, шав-шав сăмахĕ çĕр тĕслĕ. Т. VI. 47. Çын сăмах(ĕ) тăрăх ан кай. (Из моленья). Ала 72. † Ырă пике пек хĕрне сăмах хыççăн çухатрăн. (Плач невесты). Байгл. † Сăмах хыççăн çӳресе пуçăм шыва юхайрĕ. (То же). Ст. Шаймурз. † Тусăм! пире кăçал мĕн пулчĕ, хушăмăрта сăмах вылярĕ. || Слух, молва. N. Мĕн сăмах илтĕнет? Çĕнĕрен халапсам мĕн вулаççĕ? Орау. Вăл сăмах пĕтĕм яла сарăлнă. Распустили слух по всей деревне. || Бранное слово, брань. Якейк. Ялти сăмах пире тивет (нас бранят). Ib. † Пирĕн çони çонатлă, çитмен çĕре çитерет, илтмен сăмаха илттерет. С. Айб. † Тусăм, çын сăмахпе ан сивĕн, хамран сăмах илтсен тин сивĕн. Трхбл. † Çын сăмах(х') хыççăн кайса ан сивĕн, хамран сăмах-сăмах илтсен тин сивĕн. (Сăмах-сăмах — это двойное употребление [повторение] выражает упорное повторение чего-либо. Сăмах — неприветливое, враждебное слово). Изамб. Т. Пирĕн ялсем вĕсене сăмахпа пустараççĕ (аптăратаççĕ). N. Е сăмахĕ айне кĕнĕ пулсан. Пазух. Атăксенĕн хĕрĕсем пирĕн сăмах айĕнче. N. Атте мана савмарĕ, сăмахпала çӳретрĕ, анне мана пит саврĕ, пушмакпала çӳретрĕ. Сунчел. † Ăçта çӳресен те лайăх çӳре, сăмах ан ил, тăван, ху çине. N. Ху çын аллинчен пăхакан пулăн, сăмахсăр татăк çăкăр та çиеймĕн. Чăв. к. † Çичĕ ют килне кайсассăн, сăмах айĕнче пурăнатăп. (Хĕр йĕрри). Ib. † Аттепеле анне хушшинче пĕр сăмахсăр пӳме ӳстертĕм. Трхбл. † Çакă атте-анне килĕнче пĕр сăмахсăр пӳме ӳстертĕм. (Сăмахсăр ӳстертĕм — япала, т. ыт. те — означает чистоту, свободную от всяких неприятностей; сăмахлă, спорный, а более всего = ылханлă, кĕвĕçлĕ). Собр. † Çичĕ ютран сăмах килсессĕн, пирĕн хута кĕрес çыннăм çук. Сред. Юм. Сăмах айĕнче порнас полать çав. Приходится терпеть брань, ругань. АПП. † Манăн кăмăл пит çемçе, çичĕ ют сăмахне йăтас çук. || Упрек. Бюрганский. Эпир уншăн кӳршĕ-аршăсенчен темĕн чухлĕ сăмах та илтнĕ пуль та, çапах та тытăнмастăпăр (т. е. не принимаемся за чӳк). N. Сăмах тĕкет. Упрекает. Изамб. Т. Халех сан пирки сăмах илтсе вырт. Уже с столь младых лет ты навлекаешь на нас чужие покоры. N. Çын сăмахĕ айĕнчен кăларăп. || Ссора. Ст. Шаймурз. † Эпир савнисемпе пурăннă чух хушăмăртан сăмах тухминччĕ. || Речь. Кан. Сăмахсем тухса каларĕç. Туй. Кашни кĕмессерен мăн-кĕрӳ сăмах калать: вăл йăнăшас пулмаст, йăнăшсан, ăна пырса хăлхаран тăваççĕ. N. Вăл вăрăм сăмах каларĕ. || Уговор. N. Ку ĕç сăмах çинче тĕрĕс тăмалла пултăр, тесе, пригăвăр тăвас тенĕ. N. Унта вĕсем пуху мĕн шухăшланине çырас терĕç. Пуху хăй сăмахĕ çинче тăрать. || Совет, мнение. Юрк. Унăн сăмахне итлесе, хайхисем ачине ашшĕ патне илсе каяççĕ. N. Эсир аму каланă сăмахсене итлĕр. Кив.-Ял. Эсĕ ман сăмаха итле (слушайся). || Пожелание. Якейк. † Ыр (привольно) çияс та, ыр ĕçес, ыр сăмахсăр каяс мар (ятлаçмасăр-тумасăр). || Дело. N. Орăх сăмахпа килтĕм. Я пришел по другому делу. N. Мĕн сăмахпа (по какому делу) килтĕн тата, Симун? — Мĕн сăмаххи паллах. N. Мĕн тăван унпа? тет.— Сăмах пурччĕ, тетĕп. || Обещание. Ерех 21. Сăмаха каллĕ-маллĕ тума юрамасть (надо держаться данного обещания и пр.). || Заклинание, наговор. Магн. М. 154, 155. Ăшăтакан сăмах, приворотное заклинание; сивĕтекен сăмах, отворотное заклинание. || Загадка. Курм. Сăмах яр.

сăмах вылят

говорить без осторожности, не серьезно; бросаться словами. Орау. Ах, ман çав сăмаха вылятакан çынпа тарăхас килет-çке; мĕн йăла-ши вăл чипер калаçса ларнă çĕртех сăмаха урăх çĕрелле илсе каясси. || Сплетничать. Бес. на м. г. Çынсем хушшинче сăмах вылятни (сплетни). Ib. Çын çинчен сăмах вылятса çӳрени.

сăмахлă

спорный. || Вызывающий разговоры. N. Кин укçана илсе килет те, ман мĕн пур тапак туртни кăна, вăл та сăмахлă, хам куçа темĕскер пек йăлăнса аран-аран пăхтаратăп. || Заговоренный. Магн. М. 123. Сăмахлă япала, заговоренная вещь.

сăмса

(сы̆мза), нос. ТММ. Название носа и его частей: 1) самса, нос; 2) сăмса шăтăкĕ, ноздря; З) сăмса кимĕрчекĕ,— кăмăрчакĕ, — кимĕреки, перегородка носа; 4) сăмса çуначĕ, края носа около ноздрей; 5) сăмса лупашки, желобок под перегородкой между ноздрями; б) сăмса кучĕ, место около ноздрей, внизу; 7) сăмса кучĕ, переносье (Чебокс. р.); 8) сăмса тĕпĕ, переносье (М.-Яльчик. р.); 9) сăмса кăкĕ, переносье (Ибрес. р.); 10) сăмса тӳрчĕ, хребет носа, спинка; 11) сăмса каçанĕ, хребет (М.-Яльчик. р.); 12) сăмса тăрши, хребет носа (Ибрес. р.); 13) сăмса вĕçĕ — кончик носа; 14) сăмса çийĕ,— тӳрчĕкĕ, спинка хребта, 15) сăмса лапчăкĕ, переносье (М.-Яльчик. р.); 16) сăмса карчĕ (Алик. р.). ЧС. Чăвашсем: сывмар çынăн сăмси сулахай енелле пăрăнсан, çын вилет, теççĕ; сылтăм енелле пăрăнсассăн, сывалать, теççĕ. Б. 13. Сăмса айĕнчи курăнмасть, вăрман урли курăнать. Трхбл. Виçĕ юпапа аслăк тăрать. (Сăмса). Пазух. Çакă ялăн хĕрсене сăмса тăрăх пăхтартăм. Выçăхакансем 26. Сăмсана çурать. К.-Кушки. Сăмса йӳçсе тăрат. (У меня) насморк. Шибач. Сăмса питĕрĕнсе ларчĕ (при насморке). Хурамал. Лаша йĕпене сăмсипе туртать, теççĕ. Собр. Сăмса питĕрнсессĕн, тăман пулат, теççĕ. Орау, Туппăрн-и? — Тумпан. — Сăмсу айне пулчĕ пуль (наверное, тут же под носом лежит, а ты не замечаешь). Городище. „Сăмси туртмасть. Не ходит к кому-либо после нанесешшх неприятностей“. N. Сăмса питĕрĕнсен (если заложит нос), çумăр çăват, теççĕ. Коракыш. † Ула лаша утлантăм, улăх тăрăх чуптартăм, çакă ялăн хĕрсене сăмса тăрăх пăхтартăм. Ib. Хайхи усал тухрĕ те калать: эсĕ паянах тамăка кайрăн, тет. Сред. Юм. Сăмсана йытта касса парам (говорят, когда в чем-нибудь уверены). Ib. Сăмсапа ӳсрет, чихает. Ib. Сăмсапа тортакан тапак, нюхательный табак. N. Хресченĕн хăлхи илтмен. Калаçма вăл хулăн сасăпа, сăмсапарах калаçнă. О сохр. здор. Тата вăл ӳслĕке те ерет (малтан сăмсаран ӳсĕрет). Скотолеч. 34. Вара сурах сунаспа аптăраса тек сăмсаран ӳсĕрет. СТИК. Пĕчĕкçĕ ачана пĕр-пĕр япала парса илмесен, ăна кирлĕ мар, тутлă мар, çиместĕп, тесе, илмесен, ăна: сăмсу айĕнчи тутлă, тесе калаççĕ. Орау. Япалана куç умăнче выртнă çĕртех, хăш чухне, асăрхаймасăр шыраса çӳреççĕ. Çавăн пек чухне тепри: ак кунта вĕт (япалу), сăмса айне пулнă, тиççĕ. СПВВ. Сăмса ăшши туса лартрăм (избушку). Тим.-к. -† Картлă-картлă пашалу, карчĕ тăрăх çу юхать. Çиес килет — пĕçерет, пĕçернине мĕн пĕлен, сăмсу таран пусса çырт. КС. Сăмсаран шаклатас (слабее, чем шаклатас = шаклаттарас). Юрк. Самсана шăшлакан тапак пуракĕ хуппи çумне çыпçăнсан, йĕпе пулат. Изамб. Т. Пирĕн хамăр хушшăмăрта та тарçă тытсан, ăна сăмсипе çĕр сухалаттарасса çитеççĕ. Собр. Хывнă кун килти çын сăмсан (= сăмсапа) ĕсĕрсен, тепĕр çав вăхăтчен вилет, теççĕ. Ст. Чек. Сăмсана пăрат, çиленсен çын сăмсине пăрат; кăмăлне кайманнине илтсен, çын сăмсана пăрат. Ib. Сăмсине картса ярас. Надо ему зарубку зарубить, чтобы не забыл (о беспамятных и пр.). Альш. Сăмсана кӳ! пырса çапăнат. Отрыгается в носу. N. Сăмсана тавăрчĕ, сделал ядовитое и прямое замечание по чьему-либо адресу. N. Самсаран тĕрт, почти то же, что сăмсана тавăр. Кильд. Эпĕ уна çыпăçас мар та, манăн сăмсама йытă çитĕр. Н. Седяк. Сăмса кĕçĕтсен, çын вилнĕ. (Примета). Сятра. Сăмса тортса çурат (= çывăрать), храпит. Ib. Амĕш ачине мĕн те пуса парат пулсан, ача: ку пĕчиккĕ, аван мар, тесен: сăмсу айĕнчи пысăк, тутлă, тет. ГТТ. Сăмсана тăсса çӳрет. || Сопли. N. † Çакă ялăн хĕрĕсен сăмси (сопли) юхать, курмастри? Пшкрт. Сăмсине йоктарса çӳрет (сопливый). Ib. Сăмсапа лапăртаса лартнă (соплями). Шибач. Сăмса тохать (сопли). N. Чăн асли яланах сăмса айне тирпейсĕр тытат, тет, пĕрмай сăмсине юхтарса çӳрет, тет. Якейк. Ачайăн сăмси тохнă, шăлса ил-хе. Шурăм-п. Ан макăрса тăр кунта, юха-сăмса. N. Пĕчĕк ачасем сăмсисене (или: сăмсине, или: сăмса) шăла пĕлмеççĕ. || Клюв. Дик. леб. 39. Елиса пиччĕшĕсем хĕвел тухнă чух, акăш пулса, хăйсен юратнă йăмăкне вырттарнă куçлă-куçлă хутаçа сăмсисемпе хĕстерсе тытнă та, çӳлелле, пĕлĕт патне çитех явăнса вĕçсе улăхнă. || Мясистый отросток на клюве индюка. Сред. Юм. Кăркка сăмсине тăсса антарчĕ. || Носовая часть судна. Сунт. Прахут, сăмсине майĕпе тăвалла çавăрса, пристăнь çумне пырса лартĕ. || Краюха (хлеба). БАБ. Сĕтел çинче выртакан çăккăра илчĕ те, варринчен пĕр сăмса касса илсе, сĕтел çине хучĕ. Якейк. Сăмси, краюшка. Собр. Çын аллинчи кукăль сăмси пысăк курнат, теççĕ. || Особые зарубки на жертвенной лепешке. Менча Ч. Çимĕçсене кăмакана хывиччен, пĕр хăпартуин аяккине алăпа виçĕ мăклĕ тăваççĕ те, ăна сăмса теççĕ. (Ака пăтти). ДФФ. Пашалу хĕрне пĕр енчен пурнепе пиллĕк чĕпĕтсе картлатьчĕç, ăна „сăмси“ тетчĕç. С. Тим. Пилĕк сăмсалă, варринче хĕреслĕ пашалу (употребляется при жертве хĕрт-сурт'у). || Небольшой пирог из белой муки. Сред. Юм. Ib. Сăмса. Так назыв. в Ковалях, Урмар. р. маленькие пирожкн, приготовляемые у татар. || Часть ручки посуды, напр., ковша и пр. Собр. Пĕчиçиç курка — сар курка, аври сăмси — шур ылттăн. || Передний угол лезвия топора. Кора-к. † Пушăт касма карăм та, пуртăн сăмси катăк пулчĕ. || Мыс. Хорачка. Сăмса, мыс. N. Çапла ишсе пынăçем, эпир сăмса çине пырса кĕтĕмĕр. || Грива. Пшкрт. Çа сăмсара молкаç выртатьчĕ. КС. Сăмса, угол леса, поля. См. хĕрт-сурт'у). || Небольшой пирог из белой муки. Сред. Юм. Ib. Сăмса. Так назыв. в Ковалях, Урмар. р. маленькие пирожкн, приготовляемые у татар. || Часть ручки посуды, напр., ковша и пр. Собр. Пĕчиçиç курка — сар курка, аври сăмси — шур ылттăн. || Передний угол лезвия топора. Кора-к. † Пушăт касма карăм та, пуртăн сăмси катăк пулчĕ. || Мыс. Хорачка. Сăмса, мыс. N. Çапла ишсе пынăçем, эпир сăмса çине пырса кĕтĕмĕр. || Грива. Пшкрт. Çа сăмсара молкаç выртатьчĕ. КС. Сăмса, угол леса, поля. См. __сăмсак_.

сăн

(сы̆н), внешний вид, облик, лицо, наружность; красивая внешность. Ал. цв. 45. Ун витĕр пăхсан, хĕрĕн сăнĕ ватăлмасть, хитреленсе, çамрăкланса пырать. Якейк. † Майра сăн пек пирн (= пирĕн) варлич, эпĕр тохса кайнă чох пăхса тăрса йолĕ-ши, выртса йăванса йолĕ-ши,? Ib. † Апи тунă сăнăмпа хĕрсем куçне йоримарăм, улпут куçне йорăп-ши. (Солд. п.). Ib. Кăмакая шораттăрç те, сăнĕ кĕч (= кĕчĕ), атту ним манер çокчĕ. ТЬ. Атă тăхăнч (= тăхăнчĕ) те, çын сăнĕ кĕч (= кĕчĕ). Ib. Молча кĕрсе шор кĕпе-йĕм тăхăнч те, çын сăнь кĕч. Ст. Шаймурз. † Сайра вăрман çинче юр тăмаст: шухăшлă чĕрере сăн тăмаст. Собр. Тĕлĕкре эрех ĕçсен, çын сăнĕ каят, теççĕ. Шибач. Сăн кĕрсе кайрĕ. Никитч. Митюк тата çын сăнне яриччен, ураран ӳкиччен, никăçан та ĕçмен. Микушк. Вăл çапах сăна хытарса (скрывая страх) кĕнĕ те, ик алса туль ылтăн тултарса тухнă. Суждение. Сăна ӳкерет (безобразит), куç-пуçа тĕксĕмлетет. (Ĕçкĕ). Макс. Чăв. К. I, 59. Пире мĕн кĕçĕнтен, ай, çын çинĕ, пирĕн сăн ӳкмесĕр, ай, мĕн тутăр? N. Сăн кĕре пуçланă, стал поправляться (лицом). Абаш. † Эпĕр ăшран колянни сăнтан пăхсан палăрмаçт. Капк. Эрех вырăнне краççин ĕçнĕ те, вилет вĕт... Этем сăнĕ те юлмарĕ. ЧП. Сутă сăнăм. N. Сăнне янă, потерял прежнюю красоту. Пшкрт. Сăнтан тохнă, стал некрасив, пал с лица; потерял облик человека (стал негодяем). Стал(а) старорбразным(ой). N. Вĕсемшĕн çамрăк чухне ватă сăн кĕресрен хуйхă. Юрк. † Пирĕн çамрăк пуçра сăнсем çук, сăнсем пулмасан та ăссем пур, калаçса йăпатма чĕлхем пур. Тим. † Пĕввĕр те пур, сăнăр та пур. Сала 206. † Пирĕн çамрăк пуçра мĕшĕн сăн çук? Кĕçĕнтен хуйхăпа та ӳснĕрен. Т. Григорьева. Сăна сĕтел çине хумалла мар, теççĕ. (Послов.). АПП. † Шур укçу çине ан пăх, аппа, сăнă юлĕ ун çине. N. Пуçăма çыхсан, сăнĕ каять (платок потеряет свою красоту). || Румянец. Тим. † Курнитсара çыру çырнă чух, хĕвел çути ӳкрĕ пит çине; çĕнĕ уйăхра тунă савнă тус, хĕрлĕ сăнĕ ӳкрĕ пит çине (на ее лице играет румянец). С. Айб. Хриттуна сăн кĕнĕ (появился румянец), тет. || Цвет. Эльбарус. Симĕс сăн çĕр çине ак хăçан ӳкет: йорсем кайса пĕтме пуçлаççĕ, çырмари çорхи шыв та выйсăрланса карĕ. Ib. Хальчен çĕр шап-шар йорпа витĕнсе выртнăскер, халь ĕнтĕ темĕн тĕрлĕ, анчах симĕс сăн ытларах, во порне те çĕнтерет. Кн. для чт. 144. Куккук ытла пĕчĕк кайăк мар. Унăн сăнĕ кăвак пулать. Кам. Враг. † Аккăш килет сассипе, кăвак чечек çуттипе, хĕрлĕ чечек сăннĕпе. Абаш. † Симĕс кĕпен сăн каять. Кайин, кайин, кайтăрах: пиççи вырăнĕ (место рубахи, где опоясывают поясом) йолатех. Собр. † Хусан арчи — сăрлă арча, илсе сăнне ямарăм. || Вид, образ. Ала 60. † Хам тăвансем аса та, ай, килнĕ чух сăнăсем пĕр ӳкрĕç те куç умне. Н. Якушк. † Ах, аннеçĕм, аннеçĕм, мăшăр витре илсе шыва ан, шыв çине ман сăнăма пăх, шыв çинче манăн сăн пулмасан, эпĕ çуккине çавăнтан пĕл. Турх. Çамрăк сăнĕпеле çамрăк ӳсет, çамрăк ĕмĕрĕ иртет те, сăнĕ ӳкет. Якейк. Пиçнĕ çырла сăнĕ пор (у красавицы). N. Вăл Настяна сăнĕпе кĕлеткине тăвас тесех тунă та, ăсне кĕртсе çитериман. В. С. Разум. КЧП. Çакă çыннăн сăнĕ пур та, ăсĕ çук. У этого человека красота есть, да ума нет. N. Ман килти сăн йохса тохрĕ. Регули 982. Ним сăн те (ним ĕç те) çок. || Изображение. Синерь. Вĕсем хĕрлĕ тăн шăтăкне кайнă та, вăсем тăнтан ача сăнĕ тунă та, унăн куçне тăхлан кĕртсе лартнă. || Портрет. А. Турх. В. С. Разум. КЧП. Коридорта Луначарскипе Якăвлĕв сăнне (нельзя: сăнĕсене) çакрăмăр. Н. Сунор. Ман пата хăн (= хăвăн) сăна ӳкерсе яр. N. Çакă сăнăма асăнмалăх патăм савнă тусăма. N. Хам сăна ӳкерттерсе яр, тенĕччĕ. Сан сăмаха итлесе, пĕр тенкĕ парса ӳкерттертĕм. || Сходство. Регули 1389. Пăластăк ашшĕ сăнĕ пор. || Отражение. Янтик. Сирĕн урай пит таса-çке: сăн курнать саçим (зеркалит, т. е. отражает предметы, как в зеркале). Ачач. Хĕвел пĕрре тĕксĕм çутă пĕлĕт татăкĕ айне кĕрет те, пĕлĕт татăкне хура сăн çапать. Çутт. 157. Уйăх та тухрĕ те, хăй сăнĕпе шывра выльляма пуçларĕ, N. Эсир: шур хут сăнĕ çапнă, тетĕр (т. е. побледнел от сидения над книгами); ăна шур хут сăнĕ мар, вăл пирĕн ачасене епле те пулин вĕрентес тесе тăрăшнин сăнĕ çапнă, теççĕ. N. Вара вăйлă халăхăн культурĕн сăнĕ вĕсем çине ӳкет, вĕсене хăш чухне витĕрех çапса тухать. Шурăм-п. Ача, урай çинче те, тата урай пит çутă пирки аялта урайĕнче ларакан пукансенчен, сĕтелсенчен сăн ӳкет. Ib. Ман каллах ун патне шалти пӳлĕме кĕрсе, сăн курăнакан пукансем çине ларса курасси пулмарĕ. || Зеркало. В. Олг. || Маска. Çеçмер. Хăш чохне ачасам аташса çӳресе çорçĕр те иртсе каять. Хăшĕ тата сăн тăхăнаççĕ. Сăнсем полаççĕ качака евĕрлĕ, вăрăм коккăр мăйракаллă, çăмламас.

сăр

(сы̆р, сŏр), краска. См. сăрă. Пшкрт. Сăрпа сăрла. Янбулат. † Поли-польми хĕрĕсем, çона çомне ан çыпçăр (= çыпăçăр), çона сăрне яратăр. N. † Хусан арчи сăрлă арча, илсе сăрне ямарăм. N. Икĕ сăр панки илтĕм. || Цвет. Собр. Хĕлле те, çула та пĕр сăр. (Хырпа чăрăш). || Резьба.

сăрăн

окружить, облепить. А. Турх. Вăл япалана кăтартсассăн, ун çине этем хурт пек сăрăнĕ. Ст. Чек. Пирĕн аттене усал çынсем сăрăнса илсе хĕненĕ. Ib. Хуртсем йывăç çине сăрăннă (обсели дерево). Хăр. Паль. 37. Сăрăнса ларнă.

сара

(сы̆рă), пиво. Хурамал. Тĕлĕкре сăра ĕçсен, йĕпе пулать, тет. Сред. Юм. Тĕлĕкре сăра кôрсан, çăмăр полать, тет; кĕмĕл окçа корсан — сиввĕ полать, тет; какай корсан — выльăх вилет, тет. Панклеи. Чӳклес омĕн пĕтĕм халăха çитеслĕх сăра туса хатĕрланă. N. Сăра сакки сарлака, тет. (Послов.). Трхбл. Сăра кучĕ сарлака. (Поговорка). Пазух. Тăванпала тăван калаçаççĕ, йӳçĕ сăрана тутлă тăвасшăн. Вишн. 75. Сăра çапах эрехрен авантарах, вăл çынна выçăхтармасть, ăна ĕçсен, сайра-хутра хытă ӳсĕрлетĕн. М. Васильев. Онта сăра лартаç, пашалу, хоплу пĕçереç. Аттик. Вĕсем çимĕке темĕскерле кĕтсе илнĕ пек, сăрасем лартса, эрехсем илсе хатĕрлесе, тĕрлĕ çимĕçсем пĕçерсе, савăнса кĕтсе илеççĕ. Ib. Чăвашсĕн авалхи йăла пур: сăра пички пуçламассейрен, малтан пĕр çын ĕçеччĕн, кĕлтăваççĕ. Орау. Качча кайнă хĕр туйĕнчен кайран ашшĕ-амăш патне сăрапа пырать. Сăрапа кайнă чухне тĕл пулакан çынна пичке анинчен (= çăварĕнчен) çĕрпе (цевкой) сăра ĕçтереççĕ. Ĕçекенни вара: тур пач сăрана, туртрăм лайăх, тит кайран. Альш. Вăл (она) вара, сăрапа кайсан, укçа пуçтарат вĕсен (у них). N. Туйсам патнелле сăра тумалла пуль те-ха... Халĕ пурнăпăр-ха пуккаль. Актай. Унтан кайран Бура-Бĕрхĕ авланчĕ, тет. Авлансан, кусем сăрапа кайрĕç, тет. Н. Карм. Урпа сăри, ячменное пиво. Сĕт-к. Квакал сăмси лапрара, пирĕн тота сăрара. N. Пĕр витре сăра ăсса тохам-ха. N. Вăл йĕтес сăрине ĕçимарăмăр. N. Сăри сăра иккенне пĕлнĕ пулсан, арăмма илсе килнĕ пулăттăм, тулккĕ арăмма илсе килмерĕм, пĕччен килтĕм. (Шутка). || Пирушка. Янтик. † Хĕрсем çырлара, эпир сăрара. N. † Сарă инке сăрара (в гостях), çырă инке çырлара, хура инке хуранта, лутра инке луткара. БАБ. Кĕркунне пĕрре, кĕрхи сăрара, пирĕн пата ăратнесемпе пĕрле çак тукатмăш-карчăк та пырса ларнă. Курм. Кантăр сăри, выльăх сăри, пирушка. Ib. Çĕн-çын каять сăрапа, поса сăрипа каять, кантăр татнă чохне кантăр сăрипа.

ял сăри

назв. обряда в честь нового урожая. НАК. Вĕсем тата, çĕнĕ тырă-пулă çие пуçласассăн, пĕтĕм ялпала пĕрле, çĕнĕ тырă пăттипе кĕлтăваççĕ. Çапла пĕтĕм ялпала пĕрле тунă йăлана „ял сăри“ теççĕ. Çав ял сăрине яланах кĕркунне, авăнсем илсе (çапса) пĕтерсессĕн, юпа уйăхĕнче тăваççĕ.

сăркăлтат

(-гы̆лдат), дрожать, знобить, мозжить, ныть. КС. Ура, çывăрсан, сăркăлтатать. Якейк. Çав тарăн çыра пăхрăм та, пĕтĕм клетке-çорăм сăркăлтатса карĕ. ТММ. Унта пăхма пуçласанах, Йăванăн тăшманĕ сăркăлтатса кайрĕ. Ib. Иртен илсе каçчен тыр выртăм та, алă сăркăлтатать анчах. (Сăркăлтатни — состояние тела после тяжелых работ). Чертаг. Сăркăлтатать, кӳнкретнĕ. См. сăрăлтат.

сăтăр

(сыды̆р), тереть. Чăвашсем 35. Икĕ йывăççа пĕр çĕре сăтăрса, вут кăлараççĕ. Собр. Куçă тĕкне сăтăрсан пĕр тĕкĕ тухсан, хăй тăванĕ килет, теççĕ. Кан. Чыстиех вăйсăрланса çитсе, хырăмĕпе юра сăтăрса йăнăшать. КС. Кусатран урапана сăтăрать. || Натирать, обтирать, потирать, растирать. N. Ман алла амальпе сăтăр-ха (потри мне руки). Латыш. Ачине арăк çине хурать те, кĕлте çыххипе сăтăрса çапла каласа ларать: тыр вырнă чух ача кĕлте çыххи нишне кайнă, вăл ниш тухтăр. Хурамал. Çипе ăвăспа сăтăраççĕ (шаркнуть). Скотолеч. Малтан тăлапа сăтăрас пулать (растирать). Туперккульос 75. Типĕ тутăрпа сăтăраççĕ. Гладить. Юрк. Чи юлашкинчен хĕрĕ ларакан çĕре çавăтса пырсан (кобылу — кĕсре-выльăх), чĕлпĕрне çине тăхăннă тумтирийĕн тӳнтер енĕпе тытса, хĕрне (невесту) виç тапхăрччен тыттарат. Вăл та çапла тумтир аркипех тытса парат. Виç хутчен çапла сăтăрса тытса парсан, выльăхне вара кĕрӳшĕ каллех витине хупса хурат. ППТ. Вара чӳклеме пĕлекентерех çын куркапа çав ăсса улăхнă (принесенную) шыва ăсса илет те, çурăм тăрăх сăт(ă)ра-сăт(ă)ра: çырлах! çырлах! тесе, шыв ярат. (Уй чӳкĕ). Сунт. Кив самаскă лайăх уйăрăлтăр тесен, ăна вĕри утюкпа пусса сăтăрса тухмалла. || Скоблить, сгребать. Т.-И.-Шем. Çтена çинчи çуртисем çунса пĕте пуçласан, вĕсене çтена çинчен икерчĕпе сăтăрса илсе, хывнă чашчă çине пăрахаççĕ. ТХКА 72. Вăрман хĕрринче шĕшкĕ-качкине пĕтĕмпех сăтăрса пĕтернĕ. Эпĕ шала кĕтĕм. || Мазать (замазкой). || Проводить черту (по земле). Череп. || Рвать. Сред. Юм. Пĕр карман нăх (= нăк) сăтăрса тôхрăм (= татса тôхрăм). КС. Çĕмĕрт сăтăрас, срывать (особенно). Орау. Паян эпĕр хăмла сăтăртăмăр (снимали хмель). || Тащить, волочить. Чхĕйп. Çав хĕртнĕ чула тĕпелтен пуçласа пӳрт таврала сак тăрăх сăтăрса (= сĕтĕрсе) çавăрнă та, тула тухса вилнĕ çын хыççăн утса янă. Ир. Сывл. 24. Тапаланать малалла „букçир“ тенĕ япала, пилĕк паршă сăтăрса. Альш. † Çулă пăтта хайăрнă, хур тукмакне сăтăрнă. См. сĕтĕр. || Драть, загребать. N. Ку çын икçĕр тенкĕ сăтăрат (загреб, сгорстал), тет те, килне каят, тет. Юрк. Пирĕн улпутсем жалованье пит лайăх сăтăрнă. || Убежать, удрать. Ст. Чек. Ачасем хуçаран хăранипе киле сăтăрнă. || Бить. Хурамал. Çитменне тата, этемсем ака тунă чух лашисене çапла çапаççĕ тесе, упана пыра-пыра чăпăрккапа сăтăрнă тилĕ. || Уничтожать. П. Сормово. Салтак хĕçе сулса ячĕ, тет те, вăрмана сăтăрса касса анчах тăкрĕ, тет. N. Пулемйотпа сăтăрса тăкаççĕ. N. Сисмен хутран хай хулана çĕмĕре пуçланă, вара пĕтĕмпе çĕмĕрсе (сăтăрса) тухнă. || Склонить на свою сторону. Юрк. Вырăссем вĕсене хăйсем алли айне туртса иличчен, кĕсем (эту) хăйсем енне сăтăрса илме тăрăшнă. || Вытирать. Ст. Чек. Типĕ япалапа хытă пусса шăлса илес. || Волочить. КС. Сăкманне сăтăрса пырать (волочит).

сăх

(сы̆х, сŏх), клевать. Çамр. Хр. Çакăн пек çанталăксенче йăвăç турачĕсем ниçта сăхми вырăн юлми шăнса пăрланса лараççĕ. Сред. Юм. Чăх толă пĕрчи сăхать (клюет). Якейк. Чăх-чĕппи çăмарта шăнчен (= ăшĕнчен) тохиччен валтан çăмартая сăхать. N. Çавăнта сана вĕçен-кайăксем пыраканĕ пĕри сăха-сăха кайĕç. КС. Хур сăххăрĕ. Гусь ущипнул. Буин. Карташне кĕрсен, эпĕ ăна ятăм та, сăхасран хăраса часрах пăлтăр алăк патне чупса кайрăм. Изамб. Т. Çын вилет — усем çăхан пек сăхса илеççĕ (попы). || Кусать, жалить. Орау. Тутана шăна сăхса шыçтарчĕ. Ал. цв. 13. Чĕтĕресе кайса, чĕрине темĕскер сăхнă пек, йĕрсе ярать. || Рук. Календ. Прокоп. Урнă йытă çыртсан, çĕлен сăхсан, пĕр хăрамасăр часрах çыртни вырăнти юна çăварпа сăхса илсе, сурса пăрахас пулать. || Жечь (о крапиве). Тораево. Карта витĕр кăшкăртать. (Вĕтрен сăхни). || Давить гнид гребнем или двумя ногтями. N. Сăхмассерен пĕр-ик шăрка вĕлерет (гнид убивает гребнем). || Бить. КС. Вăл та пулсан пырса сăхатех. И он тоже бьет (о малосильном или ребенке в драке). || Делать отметку. КС. || Колоситься. Собр. † Ыраш пуçах сăхнă чух çара аллăн ан тытăр. Баран. 27. Ыраш икĕ эрне ешерсе ларать, икĕ эрне пуçах сăхать, икĕ эрне шăркине тăкать. || Вышивать глазки (об узоре). См. тĕрĕ. Нюш-к. Тĕрре сăхса тухман-ха, теççĕ. Вăл тĕрĕ куçĕсене симĕс, кăвак, чакăр, е хĕрлĕ лартса тухман тени пулать (отдельные участочки узора еще не вышиты). Якейк. Эп паян икĕ масмак сар симĕс сăхрăм (сар-симĕспе туса тохрăм). Сред. Юм. Сарлăх кăтай тĕрленĕ чôхне, тĕрлесе пĕтере пуçласан, варрисĕне пăртак чиксе тôртмалли йолсан: пăртак сар сăхмалли йолнăчă, теççĕ. || Сглазить, подумать или сказать о том, что кто-нибудь много ест или пьет. Орау. Такăш сăхса чыхăнтарчĕ, чыхăнса пĕтĕмпе антăхсах карăм (зашелся от кашля). N. Эсĕ сăхрăн пулĕ мана? (Говорит в шутку поперхнувшийся). СПВВ. Х. Сăхса пăхса тăрать çинине Сапăнсассăн, пĕри-пĕри сăхрĕ пулĕ, теççĕ.

сĕв

сдирать. N. Сарай çине яр ярас пулат çил сĕвсе каясран. N. Чи малтан вĕсем çиелти çереме З аршăн сарлакĕш сĕвсе илсе канав хĕрри пулас çĕре купаласа пычĕç. См. сӳ. || Переносно. Шел. 20. Шăпчăк юрри евĕрлĕ юррисене сĕветчĕç.

сĕкĕл

(сэ̆гэ̆л), невыясн. сл. N. Ăна вара масар çине илсе пырса, вут хураççĕ те, çăкăр хываççĕ, ăна хывнă чухне калаççĕ: умĕнче пултăр, пĕр турамĕ пĕр çăк пултăр, теççĕ; умăнта пултăр, сĕкĕл пултăр, çтăмакра (в раю) вырттăр, теççĕ.

сĕнк

(сэ̆ҥ'к), опустить, склонить голову. Юрк. Этем пуçне сĕнксе пит кăмăлсăр çӳренине курсан, вăл унтан ыйтат: этем эсĕ мĕншĕн пит кăмăлсăр çӳретĕн? тет. Ib. Сукмак тăрăх пуçне сĕнксе малалла ута пуçларĕ. Толст. Пĕр вунă кун иртсен, Дружок сĕнксе çӳре пуçланă. Вăл ĕçми те, çими те пулнă. Шел. 26. Асапланса, ахăрса, пырать сĕнксе Ессепе. Сам. 35. Ерçерум тавраш... Çӳллĕ, чуллă сăрт, юрпа витĕннĕ — лараççĕ шăпăрт, кăвак уярта тăраççĕ сĕнксе. Орау. Сĕнксе (опустив голову), тĕкĕлтетсе пырать пĕр ӳссĕрскер, пĕтĕмпех çемĕçнĕ. || Дремать, „клевать носом“. N. Тин сĕнксе кайнăччĕ. Я только задремал было. Городище Б. Сĕнксе ларат (тăрат). Сидит (стоит), погрузившись в дремоту. Ib. Мĕн сĕнксе тăран? Что ты дремлешь? Что ты спишь. Орау. Сĕнксе ăйăхласа ларать, теççĕ ларнă çĕрте сулланса çывăрса ларакан çынна. Хурамал. Çын тĕлĕнсе (задумавшись) çывăрнă пек ларнă чух, сĕнксе ларать, теççĕ. Альш. Сĕнксе ларат. Клюет носом (о засыпающем). В. Олг. Сĕнксе ларат, хомканкаласа ларат (пьяный). Н. Уз. Сĕнксе ларат. Сидит (то-и-дело) закрывая глаза от дремоты. Якейк. Сĕнксе. Ларать = ăйхăласа ларать. Янтик. Иван сĕнксе ларать (полусонливо сидит). Слеп. Аран сĕнксе ларать, кĕлеткине те çĕклимаçт. || Поплестись. Капк. Илсе сĕнкрĕ килелле. Слеп. Атя отăпăр, сĕнкĕпĕр.

сĕрем

то же, что сĕрен. Макка 227. Мункунăн юлашки кунĕ ялти ачапчасем вăрмана кайса çамрăк çăка касса килеççĕ. Вырсарникун ирхине авланман ачасем пĕр пӳрте пуçтарăнаççĕ. Унта вара вĕсем пĕр тилкепе илсе кĕреççĕ те, шăпа тытаççĕ. Чăн çиялти юналтлă пукальник пулать, ун айĕнчи çăмарта пуçтаракан пулать, виççĕмĕшĕ — ачасене сĕрем кăшкăртакан пулать. Çавăнтисем сĕрем пуçласан, пукалник лаша утланса килет. Пукальник лаша утланса килсен, сĕрем пуçлакан çынсем хуçи панчен тухса каяççĕ. Вĕсем мал енелле каяççĕ те пĕр çăмарта çапса çĕмĕрсе хăвараççĕ. Унтан тавăрăннă чухне ак çак кĕве юрласа килеççĕ: „Тăхăр тиртен кĕрĕк эп çĕлерĕм, тăхăрвунă пĕрме пĕртертĕм. Атула йĕкĕтем перхулла! Тăхăрвунă пĕрме час саланмĕ, ăрăскаллă пуççăм хур пулмĕ. Атула йĕкĕтем перхулла!“ Тепĕр çĕре кĕрсен каллах пукальник сăра ĕçет: сĕрем кăшкăр! теççĕ. Ачисем кăшкăрса яраççĕ. Ирхи куна каçченех çӳреççĕ. Унта пĕр касă анчах юлсан ут кустарма каяççĕ. Унта хăш лаши малтан килет, ăна пĕр лайăх сĕлкĕ (полотенце) параççĕ. Ун хыçĕнчине начартараххи, виççĕмĕшне пĕр япала та çук. Унтан вара çынсене чупма яраççĕ, чăн малтан килекене пĕр пĕчĕкçĕ тутăр параççĕ. Унтан вара ут кустарса кĕреççĕ те, пăртак килĕрен киле кĕркелесе çӳреççĕ те, унтан вара сĕрем ирттерме каяççĕ. Сĕрем ирттернĕ чухне пĕтĕм çынна çăмарта, чăкăт валеçсе çӳреççĕ. Юлашкинчен пăшал çапса хăвараççĕ. Вăл пăшала пыйтăпа çапаççĕ. Вутне сӳнтерсе хăвараççĕ те, ахаль юрă юрласа тавăрăнаççĕ. Çапла вара сĕреме ирттерсе тавăрăнаççĕ. Ib. Сĕреме мункун юлашки кунĕ тăваççĕ. N. Пилĕкмĕш кун (на 5-й день языческой пасхи) сĕрем тăваççĕ.

сĕрен

назв. обряда изгнания из жилищ душ умирающих. Н. Седяк. Кĕçнерникун каçпа ачасем „сĕрен тăваççĕ“. Ăна ак çапла тăваççĕ. Пухăнаççĕ çамрăкрах ачасем, пĕр-пĕрин хушшинчен начальниксем хурса пĕтереççĕ: пĕрне старшина тăваççĕ, голова тăваççĕ, староста тăваççĕ, казначей тăваççĕ, возовой тăваççĕ, музыканщик тăваççĕ, йăвăçран шатăрмак тăваççĕ, шатăртаттарса çӳреме. Унтан вара вĕсем хулăсем илсе килĕрен çӳреççĕ, çăкăр, çăмарта, укçа пуçтарса. Килсе кĕрсенех: сĕрен! тесе ушкăнĕпе кăшкăраççĕ, тата хулллисемпе: чир-чĕр кайтăр, тесе çапаççĕ. Купăс калаççĕ; шатăрмакпа шатăртаттараççĕ, ташлаççĕ. Хуллисем вĕсен пилеш йăвăççи пулать. Çак ачасем çĕрле çӳреççĕ. Пĕр-пĕр килле килсе кĕрсен, вĕсем хăйсем сăра ăсаççĕ, хăйă хăйсем çутаççĕ, сăрине те хăйсемех ĕçтереççĕ. Хуçасем голова’сем умĕнче, старшина умĕнче тĕк çех тăраççĕ ура çинче. Сăра ĕçкелесен, ташласан, вĕсене хуçасем параççĕ: укçа казначей’е, çăкăрне возовой’а, çăмартисене çăмарта пухакана параççĕ; вара хуçасене пуççапса тухса тепĕр киле каяççĕ. Пурин патне те çӳресен, вĕсем ялăн анат вĕçне тухса, çăмартисене пĕçерсе чӳклеççĕ те çиеççĕ. Укçисене валеçсе илеççĕ. Хăйсем вут урлă каçаççĕ, шатăрмакĕсене те çунтараççĕ. Ялта çăмарта, çăкăр, укçа пухса çӳренĕ чух тутара курсан, хуллисемпе голова'па старшина хушнă тăрăх хĕнеççĕ. Тутарсенчен укçа ыйтаççĕ; укçи пулмасан, тӳпеттейне илеççĕ. Сĕрене çапла тăваççĕ. ЧС. Пирĕн таврара пур чăваш ялĕнче те авалхи йăлапа сĕрен тăваççĕ. Ăна чир-чăр тасалтăр тесе тăваççĕ. Сĕрен эрне тенĕ чухах, сăрасем туса, пурне те хатĕрлесе, сĕрен кунĕ ĕçĕпĕр-çийĕпĕр тесе, хавасланса кĕтсе тăраççĕ. Ib. Тата ачасем сĕренте, кăшт катса çӳреме тесе, майăрсем, хĕвел-çавăрнăшсем, хура-мăйракасем, канфетсем илеççĕ. Сред. Юм. Сĕрен тесе мункун чухне килĕрен килле патаксĕмпе çапса çимĕçсĕм пуçтарса çӳренине калаççĕ. Етрух. Чăваш хушшинче епле сĕрен пуху пулни. Сĕрен пуху пулнă мункун эрнинче, е кĕçкерникун, е шăматкунсенче; тунă уна акă çапла: çамрăк авланман ачасем питĕ нумай пухăнаççĕ. У ушкăн çинче пĕри пĕр çĕклем хулă çĕклесе çӳрет, ытти ачасенче те пĕрер хулă чăвăклаттарса çӳреççĕ юрăпа. Чи малтан пуçланă чухне пур ачасем те уя тухса вут питĕ выйлă хураççĕ: вутти урлă пур ачасем те сике-сике каçаççĕ, урлă та пирлĕ, вара сĕрене шатăртаттараççĕ, юрласа; унта вара яла тавăрнаççĕ те, килĕрен юрласа шатăртаттарса сĕрене çӳреççĕ. Пĕри унта такмакпа çăмарта пуçтарса çӳрет. Юрри усен (вĕсен) акă çапла: „Пире сăра памасан, пички пăкки хуçăлтăр, пире чăкăт памасан, ĕне сĕтне типĕттĕр, пире çăмарта памасан, чăххи, кучĕ питĕрĕнтĕр!“ теççĕ. Хуллипе чăвăклаттараççĕ, сĕренĕпе, шатăртаттараççе: çапла хапхаран килсейрен кĕрсен юрлаççĕ; кăшин хулли хуçăлсан, у (вăл) тата çĕнĕрен хулă çĕклесе çӳрекенрен илет, вара кил хуçи кил карти варне сĕтелне усем пырас уммĕн хатĕрлесе лартать, унта пĕр витре сăра лартать, виçĕ çăмарта хурать, чăкăтне те, кулачĕне те хурать, пырса кĕрсен сăрине унтах ĕçсе яраççĕ, çăмартине, чăкăтне, кулачне сĕрен пуçĕ такмакне чикет, вара каллех чăвăклаттарса сĕрене шатăртаттарса килĕрен киле çӳреççĕ. Çӳресе пĕтерсен, каллех вут хĕрне тухаççĕ, çĕрле унта вара такмакран сĕрен пуç çăмартасене, чăкăтсене, кулачсен — пурне те пĕр пек валеçсе парать ачисене, унта çисе пĕтерейменнине ывăтса пĕтереççĕ: киремете çитер куна, тесе, киле илсе таврăнмаççĕ. Унтан вара хуллисене вут хĕрне пăрахса хăвараççĕ. Сĕрене ӳлĕм валли пуçтарса хураççĕ. Ялта ачасем пĕр-пĕрин патне хăнана çӳреççĕ савăннипе вара кайран. Çапла чăвашсем киремете хисеплесе савăнаççĕ. Нюш-к. Сĕрен — назв. обряда, который заключается в следующем: на пасхе вечером парни ходят по деревне и под окнами поют: просят яиц и пр. Если не дадут ватрушек и пирогов, то говорят: пусть печь обвалится; если не дадут яиц, то говорят: пусть куры не несутся. Максимкино. Сĕрен бывает в субботу на пасхальной неделе. „Сĕрен каласа çӳреççĕ“. Сĕрен будто бы трещотка, которая трещит: „чăр-чар“. СПВВ. Сĕрен или вирĕм, особое игрище. N. Кашни ял чӳк тума тапратиччен чăн малтан сĕрен тунă (как бы начало всех жертвоприношений). Ст. Яха-к. Унтан вара пĕтĕм сĕренте çӳренĕ халăх уя, ял тулашне, сĕрен пăрахма каяççĕ. ЧС. Мункун эрне тенĕ чух ачасем ашшĕсене атăсем илтереççĕ, сĕрен хăваланă чух ташлама тесе. Ib. Сĕрен пур ялăн та пĕр вăхăтрă килмес: хăш ялта мункунта тăваççĕ, хăш ялта акана тухас умĕн тăваççĕ, хăш ялта çимĕкре тăваççĕ, тата хăш ялта аслă уй-чӳкре тăваççĕ. Н. Ильм. Мункун иртсен тепĕр кунне тунтикун прик-виç ача пĕр çĕре пухăнаççĕ те сĕрен тăваççĕ. Унта ытти ачасем пухăнаççĕ. Вĕсем вара касă тăрăх çăмарта пухма каяççĕ. Çӳресен-çӳресен, пĕр-пĕр пӳрте кĕрсе пĕр-пĕрне чир-чĕр кайтăр тесе çапаççĕ... Унтан вара масар çине кайса сĕренне çĕмĕреççĕ те, вилнисене хываççĕ. Янш.-Норв. Пирĕн ялсем тата уй-чукĕ тунă каçах (в день уй-чук’а) сĕрен тăваççĕ. Вĕсем çав сĕрен тунипе: ялти усал-тĕселсене хуса кăларатпăр, теççĕ. Альш. Ача-пăчасем, çамрăксем, пĕрин патĕнче пăтă пĕçереççĕ, Чӳклеççĕ. Каçпа сĕрен хăвалаççĕ. Пурте патаксем, шăпăрсем, çавасем илеççĕ, тет. Шăк-шăк, шăн-шăн! пурин çуртне урам тăрăх шаккаса тухаççĕ, пĕр чăхха хире хăвараççĕ. ППТ. Пирĕн таврара чăваш ялĕсем кашни çул сĕрен тăваççĕ. Çав сĕрене вăсем кашни ял тĕрлĕ вăхăтра тăваççĕ: хăшĕ Питравра уй-чӳкĕнче тăваççĕ, хăшĕ çимĕкре, анчах мĕшĕн апла тунине пĕлместĕп. Пирĕн ялăн хамăрăн мункунта тăваççĕ. Ib. Мункун ернинче ытларикун ачасем тăрсассăн ирех апат тăваççĕ те сĕрен хăвалама хатĕрлеççĕ. М.-Яуши. Чăвашсем тата сĕрен тăваççĕ. Вăл сĕрен мункун ыран пулать тенĕ чух тапранать. Вара шăматкун ир пĕр çын патне пухăнать. Унта вара ват çынсем пуçтарнаççĕ. Вара унта ваттисем тĕрлĕрен ĕçлĕ çын уйăраççĕ: касак, улпут, касначчей. Тата унта ачасем те пуçтарнаççĕ, темĕн чул нуммай. Вара касакĕ ачасенчен ыйтать: сирĕн хăнкăла йĕнни пур-и? Ачасем пурте шанкăран хăнкăла йĕнни туса пыраççĕ çав пӳрте. Ĕçлĕ çынсем ачасенчен ыйтаççĕ: хăнкăла пур-и йĕннисенче? теççĕ. Ачасем хăнкăласем чикеççĕ, йĕннисем çине кăтартаççĕ. Çав вăхăтра ваттисем сĕтел хушшинче лараççĕ сăра ĕçсе. Унтан виç çавра юр юрлаççĕ. Тата ваттисем ачасене вăт çапла кăшкăрма хушаççĕ: сĕрен. Тата тепре: хăнкăла! тесе кăшкăраççĕ. Хăнкăлана хăнкăла çиять, таракана таракан çиять, теççĕ ачисем. Унта шăпăр калаççĕ, ташлаççĕ. Касакăн аллинче улăмран тунă нухайка пур, çав нухайкапа кил хуçисене виçшер çапать, уна вăл, чир-чĕр кайтăр тесе, çапать. Унтан ачисем пурте ӳксе пуççапаççĕ кил хуçине: каçар, тесе. Ачисем вара кашни пӳртрен çу, сĕт, çăмарта, кĕрпе пуçтарса çӳреççĕ, ваттисем хушнă тăрăх яльпех çапла çӳресе пĕтереççĕ. Ваттисем кашни пӳртре сĕтел хушшинче лараççĕ. Ун чух вара вĕсен сăнĕсем вилнĕ çын сăнĕ пек пулать, куçĕсем хĕп-хĕрлĕ пулса каяççĕ. Вара çав каçах ял тулашĕнчи çырмана кайса пуçтарнă кĕрпепе пăтă пĕçерсе çияççĕ пурте. N. Малтан сĕрене лашасем ячĕç. Асан. Сĕрен, изгнание покойников. Ст. Яха-к. Пирĕн ялсем тата мункун тепĕр кунне, тунтикун каç, вилнĕ çынсене хывса сĕрен тăваççĕ. || Название инструмента, похожего на шăппăр, пузырь. Слеп.

сĕт

(сэ̆т, сӧ̆т), молоко. Изамб. Т. Пĕр-пĕр çыннăн ĕни пулмасан, ăна çынсем чӳлмекпе сĕт парса яраççĕ, ул вара чӳлмекне кӳнĕ чухне пĕр чĕлĕ çăкăр илсе килет. Ăна вара: ĕни сĕтлĕ пултăр, тесе, ĕнине çитерме каласа хăварат. ЧС. Вĕсене (погорельцев) халăх хура ĕне сĕчĕ ĕçтерме хушрĕç, мĕншĕн тесен чăвашсем: хура ĕне сĕчĕ чĕрене çунтармас, теççĕ. Слеп. Сĕт чакни, сĕт типни. Ib. Ĕнен сĕт типрĕ. Ск. и пред. чув. 52. Сĕтпе шыва кӳртнĕ пек, вĕсем таса çитĕннĕ. Орау. Пирĕн, пĕре ят пăсăлнăскер, сĕтпе шыва кĕрсен те тасалас çук. Ib. Сĕтĕнче çурри шыв. Молоко пополам с водою. Султангул. † Хура ĕне килет макăрса, сĕтне су та сахăр ту. Якейк. † Ай, аки, Мари пор, сĕтпе шăва кӳртнĕскер; ай, пичи Йăван пор, сар тоттăрпа тытнăскер. Альш. Хĕвел тухăç енче таçта пĕр çырма пур. Шывĕ — сĕт, тет. Выртса ĕçсессĕн, сĕт халлĕнех кĕрет, тет, çăвара. Илсе ăсса ĕçсессĕн, шыв пулат, тет. Регули 1116. Сĕт çи (сĕт çийĕ) шăннă. Вишн. 65. Сĕт ан йӳçтĕр тесе, сĕт тыткалакан савăтсене таса тытас пулать. Ib. 62. Сĕтпе пĕçернĕ маннă е хуратул пăтти. Çутт. 89. Çулталăк хушшинче ĕне миçе уйăх сĕтсĕр пурăнать? Буин. Сĕт анать. С. Алг. Сĕт çулĕпе кайса, çу çулĕпе килмелле пулинччĕ. Ала 63°. Вара вăсем юлашкинчен çак сăмахсене калаççĕ: сĕт çулпа тухса каймалла пултăр, çу çулпа кисе кĕмелле пултăр, теççĕ. Сред. Юм. Сĕтлĕ пăтă — сĕт ярса пĕçернĕ пăтă. Сборн. по мед. Ĕмкĕчĕ çине чăмлак, хырнă кишĕр, сĕт пăтти хурас пулмасть. Вомбу-к. Сĕтпе пашалу çăраççĕ. Ib. Сĕтпе çăмарта хăпартаççĕ. Ib. Сĕтпе чуста хораççĕ. Икково. Кошак сĕт вăрлать. Кошка тайком пьет молоко. Баран. 99. Лайăх пăхсан, ĕне сĕтне ытларах антарать. Шишкин. † Эпир ăма питĕ хитре, сĕтпе колач çинĕрен. N. † Аннен кăмаки шор кăмаки, сĕтпе-порпа шоратнă, килес килет, кас (= каяс) килмеçт. См. Магн. М. 189. Кан. Сĕт парĕ кансан çех, пăруланă ĕне сĕт çителĕклĕ антарать. N. † Ырă аттеçĕм, тетĕп, ырă аннеçĕм, икĕ кăкăру сĕтсене пахил ту. Хурамал. † Пĕчĕкçĕрен пысăк пултăмăр, атте-анне кăкри сĕчĕпе. N. Тин çуралнă ачасем пек пулса, чуна аванлантаракан таса сĕте юратăр. || Молокообразное содержимое в шелухе несозревшего зерна хлеба. Тюрл. Ыраш шăрка таксассăн сĕте ларать. Ходар. Сана мăн турă, мăн турă амăшĕ, пӳлĕхçи, пӳлĕхçи амăшĕ, çĕнĕ тырă-пулă сĕчĕпе пуççапатпăр, çăмăллăх пар. (Моленье). Сред. Юм. Ыраша сĕт кĕнĕ. (Ыраш шăркана ларса пĕтсен, пĕрчи пола пуçласан калаççĕ). || Фамильное прозвище. Якейк. Сĕт Ерхип.

сĕт кӳл

молочное озеро. (По поверью чуваш, оно находится на том свете, около него будут играть дети и из него питаться). Урмай. Аслă кинĕсем куна кураймасăр кун патне пырса кун ачине илсе, тата кĕçĕн кинĕ илсе килнĕ кĕсрине, тата улмуççине илсе кайса сĕт кӳлле ячĕç, тет, ачи вырăнне анчăк çури пырса пăрахрĕç, тет. Т.-И.-Шем. Кашни татса пăрахмассерен вилнĕ çынсене асăнса: çавăн умĕнче пултăр, çавăн умĕнче пултăр, эпир асăнатпăр, эсир ан асăнăр, сĕт кӳлĕ пултăр умăнта, теççĕ. Н. Лебеж. Карташ варне сĕт кӳл пула юлтăр-и. Т. VI. 6. Сĕт кӳлте выртакан ырă амăшĕ, сĕт кӳлте выртакан ырă... N. Ăрама, хапха тăпси патне илсе тухаççĕ те, пурне те çĕр тăкаççĕ, тăкнă чух: умăнта пултăр, сĕт кӳлĕ пултăр, тесе тăкаççĕ. || Назв. Божества. Альш. Сĕт кӳле (вар. кӳлне) така, сĕт кӳл амăшне хур.

сĕтев

(сэ̆дэв), придача, прибыль, выгода. Альш. Сĕтев курмасан, япала сутни те харам (не стоит). Ib. Лаша улăштартăмăр та, хам лаша çинчен З тенкĕ сĕтев патăм. СТИК. Сĕтев парса улăштартăм (с придачей). Череп. Эпĕ ку хăяра сĕтев илтĕм (на придачу). Ib. Мана ку хăяра сĕтев пачĕç. Ал. цв. 4. Çитменнине тата кĕмĕлпе ылттăн сĕтев илсе, хăвăртрах вутлă кимĕсене тултара-тултара киле ăсатса пырать. Юрк. Пĕр сĕтевсĕр улăшаççĕ. Меняются друг с другом (домами) без придачи. Бес. чув. 10. Вăл лаши çумне мĕн чухлĕ сĕтев (çине) памаллине тĕплех пĕлсе çитереймен-ха. Ст. Чек. Пуçма — пуç улăшрăмăр, пĕр енчен те сĕтев паман.

спичăк

спичĕк, спички. N. Спичăк тупса, çитермери пек (как на ночном), вут хурас, теççĕ. ППТ. Вутă хума улăм, спичĕк çук пулсан... (Сĕрен). Янтик. Спичĕк патакки, отдельные спички. Иваново. Спичĕк тесе ухрĕ, тет те, пӳрт тăринчен курăс хупĕ татăксем хуçса илсе, спичĕке тивертсе вут хучĕ, тет, улма пĕçерес тесе.

ста

где, куда. В. Олг. У др. ăçта, кăçта, кăшта, ăшта, çта, шта. Ст. Чек. Ста çитнĕ унта тăсăлса выртат, ста çитнĕ унта çӳрет пĕр ĕçсĕрех. Ib. Пирĕн сăмах ста каймас, пирĕн ят ста каймас. Икково. Ста каян квак сăхман? — Ан шарла хора сăхман. (Кăмамакаран тĕтĕм тохни). Тогасво. Эй, сăват! ста искаян (= илсе каян) эсĕ ко кошака? тет.

стальне

(стал'н'э), особое стойло, загородь посреди деревни. Сред. Юм. Çĕрле, çула, лашасĕне посран кӳртсен стальнене хопса хораççĕ. Стальнене ял варне, лашасĕне киле илсе тавăрнасси тесе, тăваççĕ.

стан

станок. || Деревянный станок, где укрепляется жом, пресс (у маслобойки). Станок для ковки лошадей. М. Васильев. Стана кĕртсе лашана таханлама тытăнать. Чертаг. Стан çине лаша кĕртсе тăратаççĕ. Ib. Лаша таканлатмалли стан. || Стойло. Юрк. † Икĕ турă ут, пĕр кĕрен, тапăçаççĕ стантан тухасшăн. || Стан колес или ободьев. Кан. Пĕр çул хушшинчех вăл 100 стан ытла авса сутнă. || Кан. Чутеево. Пĕкĕ авкăçĕ или пĕкĕ станĕ, тукăн авкăçĕ или тукăн станĕ (из дубового чурбана). || Козлы. Б. Олг. Вот татнă стан. N. Чос çормалли стан. || Прялка. Н. Карм. || Форма. Ст. Шаймурз. † Йыснаçăм йысна, улпут пек, станра шăратнă çӳрта пек. Лашм. † Станпа каснă сурпан-пуç пурçин çитмесĕр тек тăрат. Альш. † Çинçе пĕвĕм ӳсет-çке, станран тухнă çурта пек. Н. Лебеж. † Аттеçĕм килĕнче пӳ ӳстертĕм, стана (от слова „станок“) хывнă сарă çурта пек. Сред. Юм. Тăхлан çĕрре çĕрĕ станĕ çине ярса килтех тăваççĕ. Бугульм. † Кĕмĕл çĕрри стантан тухайман, ачисем ачана çитеймен. || Формочка. Юрк. Хуран куклине чăвашсем, тăваççĕ: ашран, тăпăртсăран. Çуртăри чустине сĕтел çине хурса сараççĕ, йĕтĕрпе кустарса çӳп-çӳхе тăваççĕ. Ăна вара станпа, е сăмавар питĕрекеннипе, е эрех куркипе çап-çаврака касса илеççĕ те, вĕсенĕн ăшĕсене вĕтçеççĕ туранă аша е тăпăртса илсе хураççĕ. Чустине хире-хирĕç çыпăçтараççĕ, куклĕ пек тăваççĕ. Хуранти шыв вĕреме кĕрсен, хурана ярса пĕçереççĕ. Ĕлкĕрсен, тиркĕ çине ăсса çиеççĕ. Ашран тунă пулсан, ăна юратаканнисем уксуспа çиеççĕ. Уксуса юратманнисем ахалех те пит юратса çиеççĕ. || Печатный станок. N. Станпа пустарса кăларса тăма хатĕрлесе хунă кĕнекесем çукчĕ. Не было книг для издания. Юрк. Чăваш юррисем çинчен станпа пустарнине санăнне вуласа кăтартрăм, сана пит мухтат. Ib. Аран çырупа каçат илтĕм, унта манăн чăваш ташшисем çинчен станпа пустарнă. Ib. Станпа пусса кăлар, печатать и издать. N. Манас марччĕ тесе, пуçтарса çырса станпа пустарăпăр.

стантса

станция. Юрк. Çитĕс стантсара телефонпа: иртсе кайнă стантсасенчен çапла çапла çынна, çав тĕслĕ чăматан йăтса тухнине курмарăр-а? теççĕ. Ib. Темиçе стантса иртсен, пĕри, çитес стантсара анма хатĕрленсе, хăй япалисене илсе тухма хатĕрлене пуçлат.

стрелокла

назв. игры. Эльбарус. Çак вăйă пуçлаччен кашни уйăрăлса, пĕр-пĕринчен аяккарах кайса паллă йоман котне: ко ман кил-çорт полать тесе, йышăнаттăмăр та, кашни пĕрер е икшер патак таткисем çĕклесе, пĕрле пыçтарăнса, вăрмана шала кĕрсе каяттăмăр: йоман касма каятпăр-ха, тесе кăçкăрса. Çав патак таткисене: кăсем портă-пăчкăсем, теттĕмĕр. Ошкĕн хошшинчен пĕрине: ко стрелок полтăр, тесе уйраттăмăр. Вăрмана шала кайсассăн, патаксемпе шаклаттарса, йомана порте харс çапаттăмăр. Пăртак тăрсассăн пирĕн пчик стрелок пыратьчĕ те, хăвалама пуслатьчĕ, эпир хăрашши туса питĕ хытă кăçкăрса тарашши тăваттăмăр. Пире хуса çитетчĕ те, портăсене тытса илетчĕ. Вара эпир пăртак тарсан: портăсене илме каяс-ха, тесе, стрелок патне çӳлчĕсем илсе каятпăр. Çав çӳлчĕсем пирĕн окçа полатьчĕç. Çак окçасене параттăмăр та, портăсене кил текен çĕре илсе каяттăмăр.

çав

вон тот, вон этот (означает предмет более отдаленный). Панклеи. Карчăкки: тор! тор! çав йытта çапса пăрах-ха, старик! тет. Регули 745. Çавна исе пар. Ib. 639. Çав сохалсăр старик (çав старик сохалсăр) салтакра çӳресе. || Этот, тот (упомянутый раньше). Чаду-к. Вăл каланă: пирĕн апи çук, çавна (её) шыраса çӳретĕп, тенĕ. Шурăм-п. Михаля: çавна кайса илес-ха, тесе, чупса кайрĕ те... Альш. † Ватта-вĕтте мĕн илем, çамрăксене çав илем. Ib. Елшелин те, таçтан килет шывланса хай Чăнлă юппи, çав тăрат шывланса. Вишн. 71. Çавсем (эти названные предметы) пурте çĕреççĕ те, шыва каяççĕ, шыв вара çавăнта шăршлă пулать. Ib. 61. Çав çинин мĕн кирлинчен ытлашши çăва каять те, ун йышши çын мăнтăрланса каять вара. Изамб. Т. Тепĕр кунне ирхине: çав Михалян (у этого Михайлы) виç сурăхне илсе кайнă, тенине илтрĕмĕр. СТИК. Çавăн (у этого человека) хĕрне калаçаççĕ (= çавăн хĕрне килĕшмешкĕн калаçаççĕ). Юрк. Çав вăхăтра (в это время), мĕскерлескер-тĕр (какая-то личность), пĕр çын, алăка уçса, еррипе кăна кĕрет те. Орау. Çав вăхăтра çынсам ун патне мĕн пулнине пĕлме пырсан, аçа çапса та вĕлерчĕ, тет. N. Эпĕ калах çав лашана пăхатăп. Я опять ухаживаю за тою (же) лощадью. Т. VIII. Çав каçхине, в тот вечер (в упомянутый вечер). Байгул. † Хура вăрман хĕрри хурлăханлă: хура чĕкеç лармас — çав хуйхă (вот в чем горе). || Такой (ставится вместо пропущенного собственного имени). Артюшк. Çав, çав çĕрте вăкăр пур. В таком-то месте есть бык. N. Çав тытнă. Такой-то покойник поразил болезнью. || Иногда подчеркивает подлежащее. Ст. Ганьк. † Таппăна (ловушку) ăçта хуратăн? — Юман тăрне хуратăп.— Юман тăрăнче мĕн лекет? — Сарă-кайăк, çав лекет. || Соединяется с наречием авă. Юрк. Пĕр тăван та пĕр пулмаст, теççĕ чăвашсем, авă çав сăмахсем пирĕн тĕп-тĕрĕс ĕнтĕ. Ib. Пирĕн йăха, пирĕн киле ырă кин килсе кĕменччĕ... — Авă çав тĕрĕс иккен, тет хунямăшĕ. || Заключает в себе ссылку на прежнее, указывая на факт, который вытекает или является последствием предыдущего или следствием других наличных обстоятельств. По-русски здесь могут стоять разные обороты. Сĕт-к. Кĕрконне, çав Ваçок кайсан, Ольон пит коллянатьчĕ. (Здесь „çав“ не указ. местоимение). ППТ. Çыннисем те тата, пурте, чăнахах, чир-чăр тесе пуль çав, ăçта тĕл пулнă, унта çаптараççĕ (позволяют бить себя прутьями, во время „сĕрен“). || Иногда употребляется для большей яркости и картинности изложения. БАБ. Старик кăна: мĕн чухлĕ пулĕ ĕнтĕ санăн вăю? терĕ, тет. Ку калат, тет: нумаях мар: çак çĕр варрине пĕр ылттăн юпа лартсан, çав юпаран тытса çĕре çавăрса ярăп çав, терĕ, тет. Шурăм-п. Шалти пӳлĕмри чӳречесем çинче сарă, хĕрлĕ, кăвак чечексем пур çав. N. Тăнă та çак çын (встал), вăл тăриччен пӳрт пулса ларнă (построилась) çав, пăхмали те çук (очень хорошая)! ППТ. Вăсем çапла, çăмартана, тепĕр иккĕ-виçĕ çăмарта çиесчĕ тесе, хăвăрт хыпса яраççĕ, анчах урăх лекмес çав вара. См. еще прим. в Оп. иссл. чув. синт. II, 232. || Иногда выражает согласие (соотв. русск.: да, конечно, разумеется). СТИК. Çапла, пурăнма питĕ хĕн çав пирĕн пек çынсене (çав придает выражению оттенок соглашения и грусти). Изамб. Т. Энтри ухмахланнă темест-и? — Çапла, тет, çав. Усен ăрăвĕ çав. || Употребляется для выражения подтверждения слов собеседника. Юрк. Апла ĕнтĕ, пулĕ çав (ну да), теççĕ итлесе ларакансем. Альш. Карчăк калат: кай çав (ну да, ступай), аранчĕ (немного) сана та парĕç, тет. Сред. Юм. Çырмара çан чôл шыв йохнă çĕрте те пĕрмай çав шывва кĕрсе çӳрет. Шывпа йохса кайтăр çав (в конце повышение голоса). || Хотя, правда. Т. VII. Амăшĕсем: хĕрĕм, пурăнма аван-и? тесе ыйтаççĕ, тет. Хĕрĕ: аван та çав, эпĕ тăнă çĕре ялан кĕтӳ хăвалаççĕ, тесе калать, тет. Изамб. Т. Тепле унпа ĕмĕре ирттермелле.— Ирттерĕн çав! Не знаю, как с нею прожить век! — Ничего не поделаешь, проживешь! (т. е. таково положение вещей). || Изамб. Т. Эсир миçен çав? А вас сколько человек? А велика ли ваша семья? (Так спрашивает человек, уже знакомый с семьей). || Ставится в безразличных и неопределенных ответах. Трхбл. Аван çывăртăн-и? — Çывăрнă çав ĕнтĕ. N. Мĕшĕн сахал ĕçлерĕн? тет.— Ĕçĕ сахал мар та, çурмалла ĕçĕн çав ĕнтĕ вăл (условия работы исполу известны): çурри ăна, тет. || Уж. КС. Апат телĕшĕнчен ашшĕ хĕрĕ çав (уж). || Соотв. русск. частице же (произносится с оттенком раздражения). Йӳç. такăнт. 7. Пĕçер ху тата, пĕлен пулсан! Пулать çав арçын (бывают же такие мужики)!. || С вопр. част. „и“ соотв. русскому что ли это. N. Сирĕн ялсем-и? — Çук, чураппансем-и çав, кушкăсем-и... (Они) из вашей деревни? — Нет, не то черепановские („черепановские что ли это“), не то кошкинские... Альш. Çапла пулчĕ çав пирĕн ĕç! Вот такие-то у нас были дела... (Заключает рассказчик повесть о том, что с ним случилось). || Дело в том, что... (заключает в себе возражение или противоречие с предыдущим). N. Эсĕ мĕшĕн ăна театăра ертсе каймарăн? — Унăн укçа çукчĕ çав. N. Эпĕ ăна хамах кӳлсе парăттăм та, манăн алă ыратат çав. Основу çавăн см. особо.

çавă-ку

то-сё. Альш. Хĕнес ăна, тет леш ашшĕ (отец; леш — плеоназм): çавна-кăна парас мар, унта-кунта илсе каяс мар ăна, тет (о ребенке).

çавăр

(с'авы̆р), вертеть, вращать; перевертывать, навертывать. ЧС. Ашшĕ унăн сăмахне итлесе тараса (колодец) патне пынă та, каткана (бадью) çавăрса улăхтара пуçланă. Ск. и пред. чув. 99. Чупать ав вăл васкаса, урисене çавăрса. Собр. † Кăвак лашасе кӳлер-и, хĕврисене çавăрса тӳлер-и. N. Ăçта выльăх-чĕрлĕхĕн пуçне те çавăрса лартат (ие). Бугульм. † Пĕчĕкçĕ çĕлĕк, çавра çĕлĕк, çавра-çавра ларта пĕлмерĕм (не мог надеть как следует). Кан. Пуслăх пек рычак тытнă та, çавăра тăрать (так и вертит, угрожающе). || Повертывать, размахиваться (чем). Макс. Чăв. К. I, 60. Кĕтĕм эпĕ хура, ай, вăрмана, пуртă çавăрайми йывăç пур (так как лес очень густ, то нельзя размахиваться топором). N. Енне-енне çавăрса тăратса. Образцы. Самар çуни — сарлă çуна, çаврайăттăм пӳрт умне. || Повернуть; завернуть. Тайба-Т. Пĕчĕккеççĕ лаша — турă лаша, çунине çавăрса хуринччĕ (а если бы повернула!). Çутт. 31. Шкула кĕнĕ чух урисене çавра-çавра пăхса тасатать. Изамб. Т. Лашана хапха патне çавăрса кил. Заверни лошадь к воротам. Бур. † Кил-йышĕ килте пулинччĕ, хирĕç тухса илинччĕ; лаши матур пулинччĕ, вăр çавăрса ларинччĕ (надо: лартинччĕ). N. † Çавăрма çук сылтăм хула, ытарма çук савнă сар хĕре. || Перевертывать (настроение; одежду, при перешивании). Баран. 42. Йытă улашни выçă кашкăрăн чĕрине шарах çурать, пĕтĕм ăшчиккине çавăрать. N. Халата çавăрса çĕлетрĕм. || Обращать внимание. N. Псков, Новгород таврашĕнчи юçлĕх çĕрсене типĕтсе çереме çавăрĕç. N. Унăн чирлĕ выртакан вырăнне канмалли вырăна çавăрĕç. Т. VII. Ĕлĕк пĕр арăм чире хывнă тет те, çемйисем хире кайсан: турăçăм ырлăха çавăрччĕ! тесе юрласа çӳрет, тет. || Возвращать назад, привести (о судьбе). N. Хăçан та пулсассăн вăл сана киле çавăртăр (пусть вернет домой). N. Темлерен çавăрăнăп-и анчах. Пазух. Кĕркуннехи уçăма тур ут пусĕ малашне. Ан йĕр-ха, атте-анне, турă çавăрмĕ-и малашне. Н. Карм. † Çӳлĕ тусем çинче çавра кӳлĕ, çил çавăрса кӳртрĕ пĕр çулчă; пирĕн тăвансемех пит аякра, тур çавăрса кӳчĕ пĕр çĕре. Календ. 1907. Çĕре çапла тума, çапла ĕçлеме нумай расхот та, вăй та тухать. Анчах ун вырăнне, тухнă расхота, пĕтнĕ вăя çавăрса, нумай усă кӳрет. Ерех 16. Нимле те алла çавăрма çук, ытла йывăр çул килчĕ. Янтик. † Ах йыснаçăм Якку пур, сана пулас марччĕ, такçтан турă çавăрчĕ. Альш. Пулăçăсене ку ача калат: турă çавăрнипе татах çаврăнтăм çав (опять пришлось здесь пройти), тет. || Кружить, бушевать (о буре). Сред. Юм. Ах тор, паян тăман çаврать (буран кружит). Епле çӳрет çôл çӳрекен çын! Коракыш. Çанталăк пит кансăр пулнă, çил-тăман тем пек çавăрнă (бушевала пурга). N. Айĕн-çийĕн çаврать (буран). Кан. Час-часах çил-тăмăн тухса çавăрать. || Кружить голову. АПП. † Хӳмесем çинчен ан çӳрĕр, çамрăк пуçăра çавăрса. N. Тем хам пуçа хам çавăрса порнап. Янтик. † Çын сăмахĕ хыççăн ан кайăр, çын сăмахĕ пуçа çавăрать. Полтава 14. Çамрăк илем анчах мар хĕрсен пуçне çавăрать. N. Мĕкĕтепе Петĕр, вĕсен пуçне такам çавăрнă пек, карчăк сăмахне итлесе, тумтирсем, çĕлĕксем тăхăнаççĕ те, чупаççĕ хупаха. || Обдумывать. Ск. и пред. чув. 21. Лайăхрах ыйтса пĕлем, ăспа пуçра çавăрам, унтан вара ĕненем. || Проплыть вокруг. N. Ку шӳкке пулат, тет те, кăна хăвалать, тет. Пĕтĕм кӳле çавăраççĕ, тет. || Обернуть. Сборн. по мед. Тутăр татăкĕ илсе, ăна кача-пӳрне çумне çавăрса. N. † Йори илтĕм çут пиçхи, çавра-çавра çыхмашкăн (обернув вокруг), йори килтĕм çак хоçа патне, çавра-çавра поплеме. || Украсть, присвоить. N. Иван: эпир сутăçсем пулă сутма пурсан, пуллине ак çапла çавăратпăр, тет. Хăй сутăç умĕнчен лушкипе çăва йăлт хăй патне пуçтарса илчĕ, тет. || Обойтись (в течение известного времени). Тим. † Алăкран тухми çӳпçи пур, аллă пилĕк сурпанĕ пур, аллăшне парне парсассăн, çул çавăрма çитĕ-ха, пилĕкĕш хăне (= хăйне) юлĕ-ха. || Обходить, подносить. Мусир. Çитмĕл курка çитмесен, çавра куркапа çаврас (обнести), тет; çавра куркапа çавăрăнмасан, тимĕр куркапа тивертес, тет. || Собирать в одно место. Ст. Чек. Хĕрĕм, кĕтĕве çавăрса хăвар-ха. Дочка! собери-ка стадо в одну кучу. || Рыть. В. Буян. Çав шăтăкра патша ывăлĕ çĕр тĕпĕнче хăйăр çавăрнă. || Свить (гнездо). Сред. Юм. Çерçи йăва çавăрнă. Воробей свил гнездо. Баран. 150. Пурте йăва çавăрса чĕпĕ кăларăççĕ. Ib. Тилĕ... вĕçен-кайăксен çĕре çавăрнă йăвисене шыраса тупать. || Строить (дом). Сред. Юм. Ô çын халь çорт пит çаврать. Он теперь строится во всю (строит дом, усиленно занят постройкой дома). Кан. Халĕ вăл пĕр уйăх хушшинче килне çавăрса çитере пуçларĕ (стал достраивать), пӳртне тимĕр витнĕ. N. Пӳртсем лартрăр-и? Кил-çорт çавăртăр-и? Çуртăрă-йĕрĕре çавăртăр-и? Кил-картиш çавăрайрăр-и? Построились ли вы? (Так спрашивают в разных говорах погорельцев). N. Кусем хăйсем пĕр тĕрлĕ ял çавăрса пурнаççĕ. || Городить. Пазух. Тимĕртен анкарти эп çавăртăм, йĕтемиине шăвăçран сартартăм, юпине ылттăнран, ай, ларттартăм. Альш. Кив çурт çинче (на прежнем месте деревни) анкартисем çавăра-çавăра, тыта-тыта пĕтернĕ. N. Пирĕн атте картишне шурă хăвапа çавăрнă. Якейк. Холая чолпа çавăрнă. Город огорожен каменною стеною. || Класть (печь). Изамб. Т. Кăмака çавăрас. || Точить (о токаре). КС. Йĕке çавăр, вытачивать веретено; чашăк çавăр, вытачивать блюдо. || Обойти. Бюрг. † Анкарти тулашĕнче мулкаç вылят, пĕр çавăрса пулма-çке (= пулмаст-çке). N. Эпĕ çĕр çинче çӳрерĕм, пĕтĕм çĕре çавăрса тухрăм (обошел всю землю). || Вышивать. N. Мĕн ĕçлетĕн, тăхлачă? — Йывăр тĕр (тĕрĕ, узор?) çавратăп. || Оторачивать. Алших. † Çипирккене хăнтăрсем эп çавăртăм. || Отделывать. Тим. † Пурçăн пиçиххи ярапине çавăрса пулмарĕ укапа. Пуянăн та сарă ачине çавăрса пулмарĕ çамрăк чух. Бур. † Ука кирлĕ çухана (вар. суха) çавăрма; хайла (уменье, сноровка) кирлĕ юрăсене юрлама. Ib. Тулĕсене пурçăн туртăр-а (у „тарай енчĕк“) ăшĕсене ука çавăрăр-а? Срв. Оп. иссл. чув. синт. I, 177. Лашм. † Улача кĕпе аркине çавра-çавра тыта пĕлмерĕм. || Закруглять. Альш. † Эпир ларас вырăна çавăрса тунă иккен тенкелне. || Увлечь, seduire. N. Ăна час çавăрма пулать. Её легко увлечь. Алешк.-Сапл. † Ылттăн ука çуха çавăрать, маттур ача сар хĕр çавăрать. АПП. † Вăрман хĕрринчи сар-кайăк, сала çаврас сасси пур... Тим. † Пирĕн савнă туссем ялта мар, сире çавăрмашкăн эпир мар. || Расположить к кому-либо; склонить. КС. Ун кăмăлне çавăрсан, тем чул та сăпаççипа калăттăмччĕ сана. N. Халăх кăмăлне çавăрас шухăшпа, вăл комиссияна (= комиççие) халăхран та суйланă çынсене кӳртмелле тунă. Бюрг. † Хамăн тенĕ тантăша пĕр çавăрса пулмарĕ мулпалан. N. Вăл патшалăхра мĕн те пулсан нумай вĕтĕ-вĕтĕ çĕр тытакансем туса, вĕсене хăй енне çавăрасшăн. Кубня. † Ай-хай савнă тусăм, хура куç! çавăрса пулмĕ-ши хам çумма? Юрк. Сирĕнпе пĕрле ĕçсе çиме пире çăкăр-тăвар çавăрчĕ. Ib. † Килес çукчĕ эпĕ çак киле, сирĕн çăкăр-тăвар çавăрчĕ. || Уговорить, убеждать (сильно раздраженного). Сред. Юм. Темле çиленнĕ çынна та хай маййăн çаврать (может уговорить). Альш. Унтан çавăра-çавăра хай хĕре йӳнерех хака килĕшеççĕ те, çураçаççĕ. Орау. Калаçкаласа аран-аран çавăртăм (уговорил). Альш. Карчăк хĕр тупать, карчăк каччă çавăрать. || Привлечь на свою сторону. Кан. Ку ĕçе пĕччен майлама çăмăлах мар, Ортяккова çавăрар. Кан. Ку кооператив халăха çавăрма (привлечь) пĕлменнинчен килет. || Ловко говорить, говорить обстоятельно. N. Халĕ вĕсем вĕсене хирĕç пит аван çавăрса çыпаçтараççĕ (ловко отвечают на выпады их). ТХКА 58. Ăслă, тăнлă çынсем аван, сăмаха çавăрса, ырă кăмăллă калаçнине илтсен, илемлетсе шăнкăл-шăнкăл шыв юхнă пек шăкăлтатса, кăмăла-чĕрене пусарса, лаплантарса, пит ăслă, вырнаçуллă, çыпçуллă çырнине вуласан, калаçнине илтсен, ах, вара, çавра-çил пек, ман шухăш кĕвĕçпе явăнать. КС. Ăна хирĕç лайăх çавăрса хучĕ. Ловко отпалил (ответил) ему. N. Çавăрса калаçаймаçт. Шемшер. † Йори килтĕм çак хоçа патне, çавра-çавра поплеме. Конст. чăв. Çапла сан пек çавра-çавра каласа ăнлантаракан пулнă пулсан, капла пулас çукчĕ эпир, терĕç. Лашм. † Пĕчĕкçĕ çĕлĕк, çавра çĕлĕк, çавра-çавра ларта пĕлмерĕм; çак тусăм килсен, çавра-çавра калаçа пĕлмерĕм те, калаçа пĕлментен сивĕнчĕ. || ЧП. Выртрăм, ăйхăмсене çавăраймастăп (не могу уснуть) || Спеть куплет. Кильд. † Пĕр çавăрса илсе пĕр юрлăтăм, ăшăмра мĕн пуррине калăтăм. Кĕвĕсем. Чĕкеç килет сассипе, çавăрса юрлать юррине. || Уплетать. Кан. Нимрен ытла, кĕселе атте юратсах çавăрать. || Иногда выражает силу, ловкость, законченность действия. СТИК. Çавăрса çырт, укусить.

çавра-çил

вихрь. Полтава. Çавра-çил пек варкакан ăшчиккине вăл шанса Кочубее кăтартнă. Хурамал. Çавра-çил мăкăрлантарса вĕçет (крутя пыль). Чураль-к. † Пирĕн тăвансем çавра-çил: курас-пуплес тенĕ чух çавăрăнчĕç-кайрĕç тепĕр майлă. N. Çавра-çил çавăрса илсе улăхса кайнă. Шибач. Çавра-çил тĕлне полсассăн, çын хирĕç вăрăнса вилет. См. хирĕç вăрăнни. Сред. Юм. Çавра-çилпе шуйттансĕм вăйăç каласа ташласа пыраççĕ, тет. Шурăм-п. Çавра-çилсем çавăрăнса çӳреççĕ (в засуху). Т. VI, I. Çавра-çил амăшĕ, çавра-çил хаярĕ... Çавра-çил килли амăшĕ, — килли; çавра-çилпе çӳрекен çунатлă ырă...

çавăрăн

çавăрн, çаврăн (с'овы̆ры̆н, с'авы̆рн, с'авры̆н), вертеться, вращаться. Чураль-к. Ылтăн пахчара — ылтăн тенел; ылтăн тенелте — ылтăн урапа; çав урапа епле тенел тавра çавăрнать, çавăн пекех çав хĕр ăшчикки çав ачашăн çавăрăнтăр. (Из наговора „хĕрсен пуçне çавăрмалли“). N. † Çӳлĕ ту çине арман лартрăм çиле хирĕç çаврăнма; кăçал пире, килес çул сире, тĕнчи çапла çаврăнат. Ск. и пред. чув. 11. Вутăн йĕри-тавра старик выртать çаврăнса. || В перен. смысле. Альш. † Ай-хай çинçе пӳçĕм, çамрăк кăкăрçăм: çаврăнат-çке купăсăн майĕпе. IЬ. † Кĕмĕл çĕрĕ, ахах куç, çавăрнат пурне майĕпе, ай-хай пуçăм — çамрăк пуç, çаврăнат хĕвел майĕпе, ах кăкăрçăм çамрăк кăкăр, çаврăнат купăс майĕпе. Синьял. † Вăта пурнери кĕмĕл çĕрри пурне майпе çавăрнать; йăс шăнкрав пек сассăм пур, купăс майĕпе çавăрнать. || Повертываться. N. Юрă сассипе хула çавăрăнса ларассăн туйăнать. N. Ку кашкăр хăш енне хăвăрт çавăрнайманнине, вĕреннĕскер, пĕлнĕ пулнă. N. Ку пĕрре çапат, тет те, тепĕр енелле çаврăнса ларат, тет (изба). N. Ман енелле çаврăнса тăр. Шорк. Малтан хăй, окçа çок тесе, йĕрет, кайран эпĕ окçа паратăп: ме, ил, тетĕп, вăл манран çавăрна тăчĕ. Сам сначала плакался, что денег у него нет; потом я ему предлагаю, а он взял да отвернулся от меня (выражение недоумения, неожиданности). N. Çаврăнса кайтăр! Чорт с ним (чтобы его перевернуло). || Кружить. С. Айб. † Ĕнтĕ çил çаврăнать, çил çаврăнать; çĕмĕрчипе хăви авăнать. Юрк. † Шурă Атăл хĕрринче шурă хăйăр, паян çаврăнса çуна юр пекех. N. Сасартăках пĕр ушкăн вĕлле хурчĕ вĕçсе пынă та, ун тĕлĕнче çаврăнса тăра пуçланă. Альш. † Улăхрăм çӳлĕ ту çине: тир хуранĕ вĕрет çаврăнса. Вĕрет, вĕрет, çавăрăнаймаст, ман кăмăлăм сиртен тăранаймаст. || Кружиться (о голове). НТЧ. Вăл çапла, çиес килет тесе чарăнсанах, манăн пуç çавăрăнса кайрĕ (закружилась). Курм. Шывра çапла шухăшласа тăнă çĕртрех пуç çаврăнса килчĕ те, весерле кайрăм-ӳкрĕм. Баран. 56. Аялалла сирпĕнсе аннă чух ик-виç хут вĕл-вĕл çаврăнса илнĕ те, лаши-мĕнĕпе вĕçлĕ чул çине пырса çапăннă. Кĕвĕсем. Пĕр çырмасăр шурă хут варланмас, пĕр шухăшсăр çамрăк пуç çаврăнмас. || Свертываться. Çутт. 68. Чĕрĕпсем хăранипе иккĕш те йăпăр-йăпăр çăмха пек çавăрнса выртрĕç. || Объехать, обойти. НТЧ. Чĕнсе çавăрăнсассăн, киле тавăрăнать. Когда объедет всех с приглашениями, возвращается домой. N. Эпĕ çĕр çинче çӳрерĕм, пĕтĕм çĕре çавăрăнтăм. Ага 70°. † Утлан утланасса, ай, сар утна, çаврăн Хусанах та хулине. М. Сунч. Вара пур юмăçсем пухăнса ял тавра хĕрсене сухаласа çаврăнма хушрĕç. С. Айб. † Кĕçнерникун çунă юр çинче йĕс таханлă ут йĕрри пур. Йĕс таханлă ут йĕррине йĕрлесе, çеçен хирте виççĕ çаврăнтăм. N. Пĕре йăвăç (или: пӳрт и пр.) тавралла çавăрнтăм. Я обошел раз вокруг дерева (или: дома и пр.). || Сделать круг. Изамб. Т. Йĕкĕт тепĕрре çавăрăнчĕ те (на пашне), ашшĕпе пĕрле апат çиме ларчĕç. || Ворочаться (о лежачем). Рак. † Хамăр савнă туссем те ăсăма килсен, кĕске çĕре виççе те халь çаврăнатпăр. || Кружиться (о суводи). N. † Наратла çырми — çич çырма, çич çырмара çич кукăр, пĕрех кукăр çавăрнать. Кан. Хăвăртрах çавăрăнакан кукăрсенче, пур çĕртепе пĕрех, шыв тăрать. || Развеваться. Альш. † Ман пуçăмра хрансус явлăк уйăхран çӳле çаврăнтăр. || Окружать. Шемшер. † Хора порçăн пиçиххи пилĕк тавра çавăрнать: воник çыххи — ал çыххи, аллăм тавра çавăрнать. || Катиться. С. Дув. † Хура вăрман виттĕр тухнă чух, çавра çĕлĕк юлчĕ çаврăнса. Трхбл. Шăл урайне, тантăш, тасарах, кĕленче çăмарта çаврăнтăр. || Размахиваться. Буин. † Çаврăнайса утă, ай, çулмашкăн çави аври вĕрене пулинччĕ (вар. çави аври кирлĕ вĕрене). || Обращаться. Собр. † Вĕрене курка сарă курка нумай çаврăнчĕ аллăмра. || Быть около (кого), вращаться. Изамб. Т. † Пĕчĕках та пĕвĕм, çамрăк чĕрем, çаврăнайинччĕ сирĕн умăрта. || Возвращаться периодически. Рак. † Атте-анне килĕнче (вар. килне) хăна пулар (вар. пулар-а), уйăхпала (вар.-палан) хĕвел пек çаврăнса. Хурамал. † Эпир вылясси-куласси çулталăкра çавăрнать (возвращается через год). Альш. † Пятам, пянам килне хăна пулăр, уйăхпала хĕвел пек çаврăнса. || Приходить обратно, возвращаться. Альш. Ĕмĕр пулсан, çаврăнăпăр, хĕвел пекех çаврăнса. N. Хĕвел епле çаврăнат, эс те çавăн пек киле çаврăн. N. Çак çăкăра çиме тепĕр хут темиçе патша (= патшалăх) урлă, аслă шывсем урлă çаврăнса килсе çимелле ту. Эй сĕт кăкăри, пилле! теççĕ те, вара ывăлĕ амăшин кăкăрне: кăкăр сĕчĕ, пилле, çавăр! тесе чуптуса илет. (Салтак ăсатни). Б. Яныши. Пăртак тăхтасан, çомăр каллях çавăрăнса пирĕн çиялла пура (= пыра) пуçларĕ. || Вернуться домой (напр., из похода). || Приходить, наступать (о времени). Толст. Чăнах та çав вăхăт çавăрăнса çитнĕ. || Обвиваться. Альш. † Çĕр çырлисем ӳснĕ чуне тĕрлĕ курăка çавăрăнат. Ib. † Çĕр çырлисем ӳснĕ чухне тĕрлĕ курăкпа çаврăнат. || Превращаться. N. Ăна сут тунă чух, вăл айăпланса тухтăр, унăн кĕлли çылăха çавăрăнтăр. N. Çĕр çинчи чечек çынна çавăрăнĕ. N. Шыв юна çаврăннă. || Переходить (во что). Юрк. Тытăннă калле тутара çаврăнма (переходить в татары). Баран. 165. Çурçĕр енелле кайнă çемĕн сăрт тинĕсленсе пырать, тӳрем çĕре çаврăнать. Ib. 100. Чипер пăхса ӳстере-ӳстере, начар йăхах авана çаврăнса пырать. || Уходить обратно. Панклеи. Пĕр опи çавăрнса карĕ (ушел обратно). N. † Туйăма курма килнĕ тăшманăм çаврăна туха кайтăр-и? Хир-б. Мирон шарламарĕ, эпĕ шутларăм: ку çавăрăнса каять пулĕ, терĕм (я подумал, что...). || Перемениться. N. Çанталăк сивĕрен улшăнса ăшă енне (çур енне) çаврăнса пырат. N. Тĕнче çаврăнат çав вăл. Времена переменчивы. || Итти окольною дорогою. Альш. Çула хиртен каяççĕ, типĕ çулпа çавăрăнса. Ib. Эсĕ çавăрăнса-çавăрăнса кай (кружным путем). N. Çав çын трахтир паччĕн, арман паччĕн çавăрăнса çитеччен, лешĕ ун валли пӳрт тутарнă, лаша, ĕне, сурăх, качака илсе панă. N. Леш тĕл пулнă çын каллех таçтан çавăрăнса ун умне тухрĕ, тет. || Расположиться, стать благосклонным. Юрк. † Ютран тунă тус час çавăрăнмас (не скоро расположить его к себе). N. Чуптумасăр хĕр çаврăнмĕ. Микушк. † Сирĕн кăмăлăрсем пит пысăк, вунă сăмах каласа çаврăнас çук. Тим. † Пирĕн савнă туссенĕн кăмăлĕ пысăк, курса калаçмасан çаврăнмас. Пазух. Çумăр çăвать — йĕпетет, хĕвел пăхать — типĕтет; пиртен тантăш сивĕнет, кайран хăех çаврăнать. Тайба-Т. † Кĕмĕлех те çĕрĕ ахах куç, çавăрăнат-ĕçке çыру майĕпе; пирĕнпе те тантăш, ачасем çаврăнат-ĕçке уллах майĕпе. || Поддаваться уговорам, соглашаться. Ильмово. Вара каччи çаврăнать те, хĕрне курасшăн пулать. Потом жених соглашается и высказывает желание повидать невесту. Альш. Çавăрăнĕ-ха çапла тусан, капла тусан. || Увлечься. N. Во час çавăрнать. Её легко увлечь. || Перестать сердиться. Шибач. Эп никçан та çавăрăнмастăп (не откладываю гнева, не перестану гневаться, сердиться). Кан. Кашкăр çилли çавăрăнман, çавăрăнма та шутламан. Ib. Неушлĕ, ниепле те çавăрăнмĕ (не простит)?... Хамăрăн вĕт... Чем люди живы. Çавăнтах ун çилли çаврăннă. ЙФН. Ват çын сăмахĕ час çавăрнмасть. (Может значить: 1) не ясно говорит, 2) не скоро проходит гнев). Синьял. † Эп савнинчен сивĕнтĕм, калла çавăрнать ан тийĕр (т. е. мое расположение не вернется). || Быть красноречивым (о речи). Альш. Авă, эсĕ ватă çын ватă çынах: санăн чĕлхӳ-çăвару çавăрнать мĕн каласне, епле каласне (т. е. ты знаешь наговоры). N. Чăваш юрри вырăнне çавăрăнман чĕлхе-çăварпа вырăсла юрлаççĕ. || Выводить мотивы. Çатра-Марка. † Симĕс пĕкĕ авăнмаç, çамрăк кăккăр çавăрнмаç (юрлаймасть). КС. † Юрла пĕлмен кăккăр çаврăнмĕ (грудь не выведет мелодий). Ib. Кĕсле çавăрнмасть, кĕвĕ лайăх тухмасть (не точно производится мотив). Юрк. † Симĕс пĕкĕ авăнмĕ, турти çумне çыпçăнмĕ; пирĕн çамрăк кăкăр çаврăнмĕ, ватă çумне çыпçăнмĕ. N. † Мĕн çамрăкран хуйхă курнăран, çавăнпа кăкăр çаврăнмас. Ск. и пред. чув. 26. Манăн кăкăр çавăрăнмасть, пысăк хуйхă курнăран. || Навиваться, виться. Юрк. † Пирĕн хирĕн варринче çаврăнса ӳсет пĕр тулă. Ib. Унăн кăтрисем çаврăнса ӳснĕ, явăнса ӳкнĕ. || Строиться. Микушк. Эпир кĕнĕ кил-карти, эпир тепре киличчен, хула пулса çаврăнтăр. (Такмак). || Переходить на чью сторону (метаф.). Юрк. Аптăранă енне, халтан кайнăскерсем, тытăннă лешсем енне çаврăнма (они). || Побывать. Альш. Ан хĕс куçна, хамах пĕлеп, çаврăнăп-ха каçпарах. || Пребывать. Микушк. † Эпир ларнă вырăна хĕрт-сорт ларса çаврăнтăр. (Такмак). Собр. Пĕчикçеççĕ, çап-çаврака, пӳртрен пӳрте кĕрсе çӳрет, нихçан та çаврăнса тухаймас. || Заниматься. N. Çу хута терлĕ-тĕрлĕ ĕçпе çаврăнса пурăнса эпĕ, Петр Алекçейĕвичран урăх нимĕн çинчен те ыйтса пĕлеймерĕм. || Удосуживаться. Тим. † Çырла пиçтĕр аллăм çаврăначчен (пока я удосужусь). || Накопляться (о делах). Альш. Праçник тесен те вăл хăйĕн ĕçĕ çавăрăнса килекен тĕлте, е пĕр ĕçрен тепĕр ĕçе тытăннă чух, пулан праçнике кăна калат, е пĕр-пĕр тĕлтен пурăннă пурăнăçра пĕлме кирлине кăна астăват. || Беспокоиться. Чураль-к. † Чун савнине курмасассăн ăшчик вăр-вăр çавăрнать. N. Хамăра тохса кайнине шотласан, питĕ ăшчик çавăрнать. Абаш. † Калла-малла шотласан, ăшчик вăр-вăр çавăрнать. N. † Ай-хай çамрăк пуçăм, айван ăсăм, çавăрнат-çке шухăш майĕпе. N. † Шукăшла-шукăшла ларсассăн, шукĕшĕ майпе пуç çавăрнать. || Употреб. в качестве вспомог. гл. Çутт. 143. Шăшисем хуппине йĕри-тавра кăшласа çавăрăннă. Абыз. Качча тухакан хĕр каларĕ, тит: атте, эп пĕрер курка парса çавăрнам-ха, тит.

çавăрăнкала

(-га-), учащ. ф. от гл. çавăрăн. Ходар. Ачасем тата ун пек пысăк ĕçкĕсенче питех пӳртре тăмаççĕ, тулта выльăхсем патĕнче çавăрăнкаласа çӳресе ирттерсе яраççĕ. Янтик. Выртрăм-выртрăм çавăрнкаласа, çапах çывăраймарăм. Альш. Ку çаврăнкаласа (кружным путем) çитиччен, арăмĕ килне çитсе те ларат. Коракыш. Эсĕ сысна çурине илсе карап çине кĕр те, пăртак çаврăнкаласа çӳре, пăртак тăрсан, çавна пырса пар. Альш. Эй пĕчĕккĕ йыт çури! часрах çаврăнкала, кам çавăнта шаккат, уç-ха. ЧС. Çумкка шывра çаврăнкаласа çӳрерĕ-çӳрерĕ те; каяллах анса кайрĕ (т. е. повертелся, повертелся на воде и опять пошел ко дну). || Двигаться. О сохр. здор. Вĕсене (младенцам) çавăрăнкалама ирĕк пултăр.

çавăрса ил

окружить, захватить. N. † Анкартине çывăхарнă хĕрсене çавăрса илсе пулмарĕ. Баран. 54. Хыçалтан хир енчен икĕ тĕлтен поляксем çавăрса илнĕ (крепость). N. Ку вилнĕ çын каптăрт! кайса ӳкет, тет. Хай старик патшана çавăрса илет те, калат: мĕнле, патша, эсĕ капла салтак çапса вĕлеретĕн? тет. N. Ибрахим, майпа анса, лашана мăйран çавăрса илчĕ, тет. N. Хулана çавăрса ил. ЧII. Хапхăр умĕнче хурăнлăх, çавăрса илĕрсем кашăклăх. Альш. Ку ухмах пĕр суйламасăр-тумасăр пĕр пĕчĕккĕ шапине çавăрса илет те, çарăк çине лартса каят. N. Карл I малтанах халăха юри кăна ирĕк ыйтнă ирĕксене панă та, хăй халăх хушшинчи матур çынсене çавăрса илсе пĕтерме пуçланă. Кратк. расск. 28. Сасартăк вăйлă çавра-çил тухрĕ те, çурта çавăрса илсе çĕмĕрчĕ-пăрахрĕ. Кан. Ют качакана хӳререн çавăрса илнĕ. Ib. Елен инке çĕрне те çавăрса илесшĕнччĕ кăсем. Çутт. 154. Хăш чух çунакан туратсем хуçăлса анаççĕ, вут çулăмĕ вĕсене çавăрса илет те, тăçта çитех çӳлелле уткăнса каять. N. Ăна пур çĕртен те инкек-синкер çавăрса илĕ. Орау. Вăл кунти халăха хăй аллине çавăрса илесшĕн тăрăшнă. М.-Яуши. Çурлипе тырă çавăрса илсен (когда захватим хлеб серпом), перекетне пар. (Моленье). || Охватить глубоко, осмыслить, понять. N. Вăл хăçан-та-пулин пуç тавра виçсе çавăрса илсе шухăшланă-ши (подумал-ли хоть когда-нибудь более или менее основательно?). Баран. 59. Япалана вăл (он) час ăнласа, çавăрса илнĕ (соображал, понимал). || Схватить за (что). Ст. Чек. Çухинчен çавăрса илнĕ (или: тытнă), схватил за шиворот. Баран. 58. Карап хӳрине хăй çавăрса илнĕ. || Отрезать путь. Сред. Юм. Кĕтӳ тыр çине кайнă та, кĕтӳçсем арран çавăрса илчĕç (отрезали путь). || Собирать в одно место. Ст. Чек. Кĕтĕве çавăрса ил, собери стадо в одно место. Сред. Юм. Выльăхсем пĕтĕмпе тыр çине кĕрсе кайнă та, кĕтӳç арран çавăрса илчĕ. || Переносно — охватить, овладеть (напр., искусством пения). Турх. † Пĕр çавăрса илсе пĕр юрлăттăм, ăшăмра мĕн пуррине калăттăм.

çак

(с'ак), вешать. Абаш. Çӳçĕнчен поталăхран çакнă. Повесили (его) за волосы к потолку. Ал. цв. З. Çав тимĕр алăк çăри уççисене патша хĕрĕ пиçиххийĕ çинче çакса çӳрет. Ишвк. Старикки пĕр юмантан токмак çакса ячĕ те, токмак çилпе силленсе йоман çомне çапăнать. N. Ялавне питĕ васкаса кăларса çакнă ку! Кто-то („этот“) что-то уж очень поторопился вывесить флаг. Ала 19° Виçĕ чĕлĕ ил те, юлашкине йывăç туратĕнчен çакса хăвар (сухари). Альш. † Ĕнтĕ ятăр кайнă, чапăр кайнă кĕмĕл çакнă хулана. (Вероятно, описка вм. çапнă, где чеканят серебро). N. Витре ăшне курка çакаççĕ. || Начать варить в котле. СТИК. Вут чĕртсе, хурана çакса ятăм. Затопил очаг и поставил похлебку или что-нибудь другое. (çакас имеет в этом случае смысл не повесить, а начать варить, напр.: яшка çакрăн-а-ха? (Начала варить?) Сиктер. Вут чĕртсе хурана çакса яраççĕ. || Носить. Чăв. й. пур. 24. Вăл вăхăтра унăн çине çакмалăх та тумтирĕ пулман. N. Ĕлĕк хĕрарăмсем кĕмĕл çакса çӳренĕ. || Водить. Рак. Лешне хупа пĕрле илсе тухмарăн-ам? — А мĕн çакса çӳрес ăна кунта илсе туха... || Посадить (на спину). Букв. 1908, 17. Катуç чăлхине хывнă та, Маруçа çурăм хыçне çакса шыв урлă каçара пуçланă. || Байгул. Чăхă улăм пĕрчи çаксан, çын вилет, теççĕ. (Примета).

çанталăк

погода. См. çавăнтавлăк. Çамр. Хр. Çуркунне йĕпе çанталăксем пулаççĕ. ТХКА З. Çанталăк пĕр килмест çав. N. Çанталăк уçă та типĕ тăрать. Погода бывает холодной и сухой. N. Ирхине хĕвел тохать — çанталăк ăшăтать, каçхине хĕвел анать — çанталăк сивĕтет. ГТТ. Çанталăк тӳрленнĕ, тӳлек çанталăк. N. Çанталăк йосо халĕ. N. Кунта çăмăр çăвать, çанталăк ирсĕр тăрать (грязь). N. Кунти çанталăксене çырап. N. Çанталăк сивĕ пулчĕ, мана сивĕ ленкрĕ (простудился). Анат-Кушар. Ай-ай, çанталăк темĕскер ăшăтмарĕ-çке. Что-то все стоят холода! Вопр. Смоленск. Хĕвел пĕлĕте ларсан, çанталăк йĕпене каять. Ib. Вĕтĕ çăмăр çусан, çанталăк авана каять. Н. Шинкусы. Çав вăхăтра çанталăк ăшăтнă пек пулнăччĕ. ЧП. Кăçал çанталăксем уяр пулчĕç. Баран. 101. Çанталăк ăшшалла кайсан. N. Калчана кайнă вăрлăха типĕ çĕре аксан та, вăл тикĕс, час шăтса тухĕ тесе, шанма çук, çанталăк уяра кайсан, калчана кайнă вăрлăха акни килĕшмест. В. Олг. Çанталăк сивĕтсерчĕ (= сивĕтсе ячĕ). Пшкрт. Çанталăк ояртат (оярат). М. Сунч. Çанталăк уяр тăрсан, чăвашсем çăмăр учукĕ тунă. Юрк. Вĕт çумăр çусан, çанталăк авана каят. Скотолеч. 19. Сивĕ çанталăкра, ăшă çанталăкра. В холодную, в теплую погоду. СВТ. Лайăх ăшă çанталăкра тула илсе тухса çӳреме юрать (ребенка). К.-Кушки. Çанталăк ĕеленсе кайрĕ, кайса килес, теттĕм. Разыгрался буран (зимою), а то я хотел было съездить. Регули 407. Паян (лайăх, сивĕ) çанталăк. Капк. Тулта çанталăк арçури пекех ахăрать (о вьюге). Орау. Çанталăк ахăрчĕ, настала бурная погода. Шибач. Çанталăк йосаннн. N. Çанталăк пăсăлса çитрĕ. О сохр. здор. Хĕлле пит сивĕ çанталăксенче. Шурăм-п. Çанталăк сухăмланат, становится прохладнее. Ib. Çанталăк ăшăтса кайнă пек пулчĕ. Орау. Çанталăкки çавăрнсах карĕ. Испортилась погода. Якейк. Çанталăк сивĕтсе праххăр ялтах. Стало совсем холодно. Ib. Çанталăк сохăмлатрĕ. Стало прохладно. Ib. Çанталăк мĕлле паян. Какая погода? Тораево. Ухмахăн амăшĕ ухмаха ырçа айне хупăрĕ, тет, çине сĕлĕ тăкăрĕ, тет, унта чăхсам ярчĕ, тет. Чăхсам тĕпĕртеттерсе çияççĕ, тет. Ухмах ырçа айĕнче: çанталăк тĕпĕртетет, тесе шухăшлат, тет. || Климат. Орау. Кунта çанталăк пит типĕ (здесь климат сухой), пĕр нӳрĕк те çук. || Страна. Пшкрт. Онта çанталăк пет йосо. Ib. Чоллă çанталăк, чоллă вырăн. Ib. Йот çанталăкра (на чужбине) çамрăк ăсна ан çухат. Ib. Çанталăкра корса çӳренĕ. N. Кунти çĕр тискер çанталăк. N. Çанталăк вĕçĕ-хĕрринчи халăхсене пурне те салам яратпăр. || Солнце. Шурăм-п. Çаксене пурне те хатĕрличчен çанталăк кăнтăрларан та иртсе каять. || Вселенная, небесное пространство, видимый мир, земной шар. N. Пулине хурана ятăм та, хуран мана çу пачĕ. Çуне çурта çутрăм та (засветил), çанталăк та çутăлчĕ (рассвело). Ал. цв. 6. Малалла кайнă çемĕн çанталăк кун çути пек çутăран çутă пулса пырать. Н. Сунар. Çанталăк, каç пулса, тĕттĕмленех-тĕттĕмленех пынă. Хорачка. (В поминки) çорта çутнă чоня калаччĕ: тĕттĕм çанталăкă çутă полтăр, рая ток! теччĕ. Ib. Çанталăк тытакан торă. Синьял. Икĕ пăт тулă пур, çанталăкпе акса çавăрнăп. (Куç пăхни). С.-Устье. Икĕ пĕрчĕк тулăм пур, çанталăк тавра сапса çавăрăнăп. (Куç). Н. Сунар. Икĕ пăт тулăм пур, çанталăка йĕри-тавра сапса çавăрнăп. (Икĕ куç). Собр. Çăл патне çитсен, хайхи ачасем: илме тухăр! тесе кăшкăрса каланă. Вара хайхи шыври ăстарик тухса илсе, аялти çанталăка илсе кайнă (увел в подземный мнр). Алик. Кайсан-кайсан, çĕлен çури çынна калать, тет: куçна хуп, çăварна кар! çапла каласан, çынпа çĕлен çури аялти çанталăка анса кайнă (в подземный мир). Ib. Çавна каласан, çынпа çĕлен çури çӳлти çанталăка хупарнă (на землю). Синерь. Иван аялта çӳрет, тет: пит аван, тет, çанталăк (под землю). Череп. Çанталăк = çут тĕнче, тĕнче. Янш.-Норв. Çак çутă çанталăк, этот свет, белый свет. Юрк. Çут çанталăк = тĕнче. Сорм-Вар. Корăкран лутра, çанталăкпа тăпă-тан. (Çул). С.-Устье. Курăкран лутра, çанталăка витĕр кайĕ? (Çул). ЧС. Ача çуралсан, унăн ятне эрне иртечченех хурсассăн, вăл ача ку çанталăкра нумаях пурăнаймаç. N. Çанталăка шăнăçами (= шăнăçайми) пусăк салам. Торп-к. Çанталăкра виççĕ çук. (Пĕлĕт çине хăпарма пусма çук, шывăн турат çук, кайăкăн чĕчĕ çук). Янтик. Пирĕн патăрти çын, Ишеке турра пуçапма кайнă чухне, Ишек панчи ялта чӳречерен шыв ĕçме ыйтнă, тет: çыннисем ак çапла каланă, тет, кăна: пуш мар хал), çанталăк сармалла, тĕнче пĕрмелле, лаç лартса чан çапса хĕр хухлетмелле, тесе каланă, тет. (Çанталăк сармалла = пиремеç тумалла; тĕнче пĕрмелле = кукăль тумалла; лаç лартса чан çакса = кӳме лартса хăнкрав çакса). Собр. Çăвăнчен çурта ятăм та, çанталăкĕпе сарăлчĕ. Альш. † Ама хĕрĕ пуличчен, ăмăрт-кайăк пулас мĕн, тăват кĕтеслĕ çанталăка (светлое пространство под землею) сарăлса вĕçсе çӳрес мĕн. N. Çанталăк çĕмĕрлсе анать пулĕ, терĕмĕр. Собр. Çанталăкри уйăхĕ пĕтĕм çĕре çĕр туса тăрат; уйăх çутă пулмарĕ, хĕвел çутă пулайрĕ. Ib. Çанталăкри хĕвел пĕтĕм çĕре кун туса çутатса тарат: çĕр çинчи халăх ăшăнат, çĕр çинчи тырпул пиçет те, тулат. N. Çурçĕр енчен уяр çанталăк килет. Ст. Чек. Çанталăк пĕрĕнсе çитет (собирается дождь). Н. Байгул. Тăваткăл шур тутăр вĕçтернĕ чухне уяр çанталăк пĕлĕт туртрĕ.

çап

(с’ап), бить, хлестать, ударить. Орау. Ăна пуçĕнчен çапрĕ-ячĕ (неожиданно). N. Эпĕ пушипе çĕре çапрăм, çĕр мана сĕлĕ пачĕ. N. Ачасана ытла çапса ухмаха ан кăлар. ТХКА 84. Чăнах та, эпĕ ытти кĕтӳçсем пек мар, выльăха нихçан та çапса амантман. Шемшер. † Ах атте те, ах анне, эпĕ тохса кайсассăн, ик аллуна шарт çапăн! (Хĕр йĕрри). КС. Кĕпене тукмакпа или валекпе çапаççĕ. N. Юпине лартсан, ун пуçĕ тӳпине пĕр укçа пуртăпа çапса кӳртсе лартаççĕ. Полтава 18. Ашшĕ-амăш ачана хĕрхенмесĕр хĕнесе çапла çапса ăс парать. Янтик. Эсĕ мĕншĕн çапрăн мана? Ib. Атте хытă çапрĕ мана пуçран! Ib. Çурăмĕнчен çапрăм. N. Хăмсараччен çапса ил. (Послов.?). Сред. Юм. Çапу-тăву полмарĕ-и? Не было ли побоев? Якейк. Эп вăрманпа пынă чух йăвăç торачĕсем пите-куçа çапса пĕтерчĕç. Ст. Чек. Пирĕн сăмахсене итлемесĕр çамрăк пуçупала таçта кайса, темĕн тĕлне пулса, темĕн çапса вĕлерес, темĕн персе вĕлерес. М. Тув. † Çĕр тенкĕлĕх лашине çапса чупми турăмар. Чотай. † Çакăрвон тенкĕлĕх лашине çапса отми турăмăр (т. е. сделали такою, что она не едет даже, если ее бить кнутом). Пазух. Хире тухрăм çӳреме, хура çĕленсене çапса илтĕм. N. Çав Хурамал ачисем тульккĕ килччĕр ку касса, пуçне çапса çурăпăр. Якейк. Эпĕр паян пилĕкĕн пир çапрăмăр. Ib. Каç полттипа ялта пир çапнă сасă анчах илтĕнет. Кан. Çавăнтах пичĕпе сивĕ юр çине килсе çапат (ударяет). || Бить, пороть. Кн. для чт. 61. Акçонăва çапма сутит тунă. Вара йывăр ĕçе, „каторжный работана“, ямалла тунă. Регули 248. Ĕçлеменшĕн çапрăм. Ib. 165. Вăрă тунăшăн çапрĕç. N. Мулкачă та пире таптать, çил те пире çапать. Чем люди живы. Тапранса тухат çил, Çимун кĕпи виттĕрех çапать. Баран. 70. Ун чух парăссăр та карапа çил хытă çапать, унталла-кунталла ывăтса ярать. Ib. 94. Халех çил-тăвăл тухас пек, сиввĕн-сиввĕн çапать. Чув. пр. о пог. 126. Çил çĕре пит хыттăн çапса вĕрсен, çăмăр пулать. Если ветер очень сильно ударяет о земь, будет дождь. Ib. 83. Çил çук чухне тĕтĕм çĕре çапсассăн, çулла — çăмăр, хĕлле юр пулать. Дым без ветра бьет к земле: летом — к дождю, зимою — к снегу. Орау. Çапса çăвакан çăмăр (дождь с ветром) тухĕ те, пĕтĕмпе сирпĕтсе, йĕпетсе пĕтерĕ. КС. Çапса çăвакан çумăр (бьющий с ветром) тырра ӳкерет. Бигильд. † Çĕн пӳрт çине хăма витнĕ çăмăр çапса çăвасран. N. † Çĕн пӳрт тăрне хăма витрĕм (вар. ампар тăрне хăма витнĕ) çапса çăмăр çăвасран. || Бить (о граде). N. Новосельский уясра пăр çапса кайнă (побило градом). || Пронизывать. N. Çурçĕр енчен сивĕ çапать (проходит, заставляет чувствовать). КС. Çурăма сивĕ çапрĕ, спина прозябла. || Выжимать (масло). N. Йывăç-çу çап. Трхбл. Кантăр çăвĕ çаптарса килтĕм. Ib. Çу çапакан арман, маслобойка. || Ударить (о молнии). Изамб. Т. Ун чухне Сарьел меçĕтне çапнă (молния), тет. Янгильд. Вăрман пĕтнĕ çемĕн арçури пĕте пуçланă, е аçа çапса пăрахнă, теççĕ. || Забивать, вбивать. N. Юпа çумне çап, прибить к столбу (доску). Тимяшево. Халăх çапса хĕснĕ пек пухăнчĕ. N. Çынсем çулăн икĕ аяккипе, çапса хĕснĕ пек, ĕречĕ-ĕречĕпе танă. N. Çапса çыпăçтар (хăмана). || Прилепить, приклеить. Ст. Шаймурз. Ку ача кĕпер хĕррине çыру çырса çапнă. || Покрывать (чем), прибивать. N. Малтан тупăк ăшне те, тупăк виттине те пир çапаççĕ. Якейк. † Пирĕн хăта пит лайăх, толне тоттăр çапнă пак, ăшне порçăн тортнă пак. || Взмахнуть (крыльями). N. Çунаттипе пĕрре çапрĕ те (взмахнула), вĕçсе карĕ. Ала 66. Çунатне çапать шыв çине (гуси). Лашм. † Çарăмсам çинче ула хур, çунатсене çапать шыв çине. || Молотить. N. Хĕрарăмсем вăл вăхăтра ахаль лармаççĕ, вăсам кантăр татаççĕ те, кантăр çапса шăва хутаççĕ. Якейк. Кантăр çапрăмăр; эпĕр ыран йĕтĕн çапас тетпĕр. Пшкрт: ан с'аβас, молотить. Ib. ан с'апры̆м, молотил. N. Ларакан капансене çапни çук-и? çапман пусан, сĕллине çапчăр, ырашĕ лартăр. Альш. † Ырă тетеçĕм, тете, çапăр илĕр ырашне, сутăр ярăр улăмне. Магн. М. 102. Çерçи кантăр çапмантан, чтобы воробьи не вредили конопле. Н. Карм. Икĕ пĕрчĕ пăрçана пĕтĕм хире çапса салатрăм. (Куç). || Положить с силой, бросить с силой. Альш. Пĕри çĕклет те, çапать ăна урапа çине. || Отразиться, падать (о ярком свете). Ядр. Шăрçа çутти çапнă. В. Олг. Инчетре вот пор, пĕлĕт çомне çутă çапрĕ. || Отпечататься, придавать цвет. В. Олг. Алă çомне корăк симĕсĕ çапрĕ. || Отойти и принять прежний вид. Пир. Ял. Юрпа е сивĕ шывпа лутăрканă хыççăн, ӳчĕ шăннине ирĕлтерсе чипер ӳт сăнĕ çапсан, çынна пăртак ăшăрах пӳлĕме илсе кĕртмелле. || Ударить (напр., о краске в лицо). ЧП. Кивĕ уйăхра тунă сăрисем, икĕ пите çапрĕ хĕрлисем. N. Хĕрӳ çапнипеле вут ăшĕнчен.., çĕлен тухрĕ. N. Çунакан япалан хăвачĕ çемĕн вут хĕрĕвĕ çапать. КС. Çурăма ăшă çаппăрĕ. Ударило тепло в спину. || О запахе. Йӳç. такăнт. 61. Çăвне лакăм шăрши çапнă (отзывается запахом посуды). В. Олг. Сĕт йӳçĕ, шăшлă вути йӳççи çапса. N. Остергундомский теекенни; ку сурт йӳçĕ кăшман хурми, питĕ вăрăм, шултра пулать; анчах, сăвакан ĕнене нумай çитерсен, сĕте йӳçĕ çапать; ăнса пулнă çул теçеттинара ку сурт пилĕк пин пăта яхăн пулать. ТХКА 38. Шурă ерĕм-армути йӳççи çапать вара кĕвĕçпе ман чĕрене. Баран. 41. Кăмпа шăрши... сăмсана ыррăн çапса тăрать. СТИК. Ахтар, санран сивĕ çапат (от тебя несет холодом), леррех кайса ларас пуль. Ib. Ай-ай, санран эрек пичĕкинчен çапнă пек çапат (от тебя несет водкой). Шибач. Вăл эреке пек çапат çăвара (йӳçĕ корăк). || Делать колеса. М. Шигаево. Пирĕн ялта çынсем хĕлле çона туваççĕ, çулла орапа çапаççĕ, пĕчик ачасем те хĕлле печик çона тăваççĕ, çула печик орапа çапаççĕ. Календ. 1904. Кусатăран-урапасем çапма вĕренес пулать. Кĕтĕк-вар. Орапă çап, урапа çап, делать колеса; но: орапа ту, делать колеса. || Ткать (куль, рогожу). N. Чăпта çап, ткать рогожу, куль. || Пройти сквозь, пробиться. Орау. Кĕрĕке нӳрĕк виттĕр çапнă. Изамб. Т. Витĕр çапмаллах ан сĕр (сапоги, салом). Толст. Кĕркунне кăткăсен туллине нӳр çапнă. N. Урана шыв çапрĕ (промочил ноги). Сред. Юм. Тар кĕпе виттĕр çапнă. Пот пробил сквозь рубашку. Пазух. Атăлах та урлă, ай, аллă хур, çуначĕсем витĕр те халь юн çапнă. Ай-хай, пĕр хăтаçăм, тăхлачăçăм, кĕрекĕрсем витĕр чыс çапнă. ЧП. Çуначĕсем витĕр юн çапрĕ. || Чеканить. Кĕвĕсем. Ятăр кайнă, чапăр кайнă ылттăн-кĕмĕл çапакан хулана. КС. Укçа çапса пурăнчĕ. Работал фальшивые деньги. || Написать (в разете), печатать. Богдашк. Каçет çине çапмалли хыпар. || Формовать (кирпич). Микушк. † Сирĕн питĕр-куçăр пит илемлĕ, суккăр тутар çапнă кирпĕчĕ пек. || Стрелять. Сред. Юм. Пăшалпа çапса вĕлернĕ (застрелил). Кан. Пăшалсем çапма вĕрене пуçларĕç. N. Револьвĕрĕ çӳлелле çапса каят (выстреливает). || Погубить, поразить. ЧП. Тăшман ялне турă çаптăр. || Звонить (в колокол). Трхбл. Пĕррепе çап, звонить в один (колокол); пуринпе те çап, звонить во все (колокола). || Колоть, резать. N. Пĕр сысна илтĕм те, ăна çитертĕм: ыран çапас, тетĕп. Урмар. Унăн çапмалли сысна та-ха пиллĕк-улттă та пур. || Парить (в бане). N. Пит хытă кăна тарлаттарсан, милкĕсемпе çапсан, пăлтăра (в передбанник) илсе тохса тумлантара пуçлаççĕ. N. Милкĕпе çапса, çуса карчăка мунчаран кăларат. N. Куккăшĕ ăна милкĕпе çапрĕ (выпарил в бане). || Разбивать. Полтава 2. Б. Хмельницкий темиçе тапхăр поляксене çапа-çапа çĕмĕрнĕ (разбивал). || Украсть. || Зашибать, огребать, наживать. СТИК. Ай-яй укçана çапат иккен вăл! Здорово он деньгу зашибает. КС. Паян укçана çапрĕ вăл (нажил, выручил). Кан. Вăл тырăпа сутă туса укçа çапрĕ. Кан. Хамăр айăп ĕçленине кура, кутăн выртсах услама çапаççĕ. || Склоняться. Кан. Распуя çапма тытăнтăм. || Рассказывать (сказки). Собр. Халап çапса хапха тăррине улăхаймăн, йăмах ярса юман тăррине улăхаймăн, теççĕ. (Послов.). Шурăм-п. Тир Йăванĕ юмах çапа пуçларĕ. Çутт. 69. Хĕрарăмсем çăл кутĕнче халапа çапаççĕ. Ир. Сывл. 8. Сăмахĕсене, кăмăллисене, кирлĕ хушăра çапса пыратьчĕç. Хастарлăх ЗЗ. Юсас тесе тăрăшса, сăмах çапса пыратпăр. || Употребл. в качестве вспомог. гл. N. Ăна кăларса çапас пулат. Его надо вышвырнуть с должности? Альш. Пĕр-иккĕ çавăрса çапрĕ те, ăнран кайрăм. N. Анчах хресченсем, çумăр пырса çапнине, утта пур чухнех симĕсле пуçтараймаççĕ.

çаптар

понуд. ф, от гл. çап. || Заставить стучать. Сред. Юм. Пôкан çаптарать. (Удары при гадании стулом). || Заставить отбивать (косу). N. Хăшĕсем пĕлтĕр çулнă çавасене тимĕрçе илсе кайса çаптараççĕ. || Наметывать (копну). Собр. † Утмăл купа утăра йĕкĕр капан çаптартăмăр. || Бить, сечь (розгами, кнутои), пороть. N. Пĕр ачине карта урлă каçнă чух хуçи уринчен ярса тытнă та, туртса антарса çапма тапратрĕ. Çаптарсан-çаптарсан, ачана киле янă. Симб. Атте вара мана çаптарма чарăнчĕ. Б. Яныши. Апи мана çаптарни. N. Çынсем ытла вĕрипе сивĕ шыва переççĕ, ачисем час кӳрсе килмесен, кайран çаптарса та илеççĕ (бьют). Ск. и пред. чув. 34. Тепĕре ури тупанне пĕççи айĕн çаптарса шатлаттарса илет те. N. Атте мана тата хытăрах çаптарчĕ (еще сильнее). Чăв. й. пур. 24°. Клавасем пырса пит хытă çаптарнă. Янтик. Çавăн матки паян ачине хытă çаптарчĕ. Скотолеч. З. Пушăпа çаптар (но тут же çап). ЧС. Вĕрентен тытса тăракан çыннисем луçа çавăта пуçларĕç, пĕри хыçалтан хулăпа çаптара пуçларĕ. БАБ. Амăшсем пит хытă тытса çаптараççĕ. || Бить масло (на маслобойке). Эпир çур. çĕршыв 28. Тата уйрăм кĕрпе çурмали арман пур, çу çаптармалли машшин пур. Пир. Ял. Пурте Çăл-пуçне çу çаптарма килеççĕ. || Парить (в бане). Орау. (Мулчара) Хветĕре çаптарсан, çан-çурăм канлĕ пулаканччĕ. || Набивать, запрашивать цену. N. Теçеттинине мĕн хакпа илетĕр? — тетĕп. Вунтăватшар тенке çаптарать. Ăçта кайса кĕрес тетĕн, илес пулать, тет. || Околачиваться. Янтик. Айта, çаптарса çӳрер-ха урам тăрăх. Ib. Наччас çаптарса килтĕм Иван патне. Ib. Ну паян кунĕпе çаптарса çӳрерĕмĕр хулара (погуляли весело, геройски, без всяких стеснений). || Придать ткани окраскою пестрый цвет. КС. || Сняться (в фотографии). К.-Кушки. Патрет (-рэт) çаптарса яр (карттăчкă çаптарса яр). Снимись и пришли портреть (карточку). N. Хам кĕлеткене çаптарса яратăп. || Обивать (чем). М.Тув. † Пирĕн Тумкă хула пек: тулне тутăр çаптарнă, ăшне ылтăн кустарнă, çулне чукун сартарнă. || Валять. Альш. Шап-шурă çăмран кăçатă эп çаптартăм. Ib. † Хура çĕленĕн тирне сӳсе илсе йĕпкĕн хура шĕлепке çаптартăм. С. Дув. † Хура çĕлен тирĕнчен хура шĕлепке çаптартăм. || Говорить смело, сказывать. Ст. Чек. Тутарпа вăл тутарла çаптарат, ирçепе ирçелле. Кан. Унтри çак сăмахсене çаптарнă пирки, ялсовет членне кĕме тивĕçлĕ çын мар. Ск. и пред. чув. 81. Хушăлкасен мăн-кĕрӳ, хăй такмакне вăл калать, хăй аллинчи сăрана тăка-тăка çаптарать. Слакбаш. Сăмах ункайĕпе çаптарат (или: çаптарса хурат). Задевает в речи попутно, проезжается (на чей-либо счет). Шурăм-п. Юмах та аван çаптарать (сказки сказывает). || Неосновательно возражать. N. Хăшин çинчен тӳрех: ним ĕмĕтленмелли те çукскер, тесе, çаптарса хунă. N. Сан пеккисемпе эпĕ калаçмастăп та! Тесе çаптарса хучĕ юлашкинчен. || Держать чью-либо сторону, стоять на стороне кого-либо. Тайба-Т. Хăй майлă çаптарат. Делает так, как ему выгодно. Кан. Пуянсем майлă çаптарма тытăннă. || Пропечатать, продернуть. Кан. Сан çинчен (о тебе) хаçат çине çаптарап. N. Тата каçет çине çаптарĕç. || Телеграфировать. N. Юпа тăрăнчипе çаптарса ярăр: ашшĕ сывмар, тесе. Трхбл. Телеграм çаптарас, подать телеграмму.

çаплипе

çаплипех, в таком виде; в таком же виде, как было. Панклеи. Çаплипех кусам пичĕшсем петне çиттĕрç (к братьям ее). Ачач 12. Сĕтел çинче каçхи апат юлашки çаплипех тăрать. Орау. Çаплипе те юрĕ-çке. Ib. Çаплипех (в таком же виде) исе каяс-ши кăна? О земл. Вăл вара акачченех çаплипе выртать. О сохр. здор. Ун пек выльăха пусма, вилсессĕн тирне сӳме, юрамасть, ăна çаплипех ялтан аяккарах илсе кайса, йытăсем чавса ан кăларччăр, шăршă ан тухтăр тесе, тарăнрах алтса пытăрас пулать. СТИК. Çĕлĕкне çухатнă та киле çаплипех таврăннă вара (возвратился в таком же виде). N. Тĕл-тĕл урайĕнче путек йĕпетнĕ вырăнсем, путек тислĕкĕсем çаплипех выртаççĕ.

çар-пулкки

войсковой отряд, полк. ЙФН. Уна (ей) çар пулкки тĕл пулнă, тет те, çар пуç илсе кайнă, тет.

çатăлтаттар

хлопать, издавая звук çатăл. П. Патт. 21. Вара пурте вĕсем çуначĕсемпе çатăлтаттарса кăшкăрма тытăннă. || Хлестать. Ходар. Пĕри-пĕри хулине (= хуллине) харăс илсе çапмасассăн (если кто не ударит прутом враз с другими), уна çиччас хулăпа çатăртаттарса илеççĕ (бьют. Вирĕм).

çемчĕк

(-џ̌э̆к), семячки подсолнуха. Б. Яныши. Пире икĕ кĕренке çемчĕк илсе парчĕ.

çенĕх

(с'эн'э̆х’), сени. Тюрл. Çынсем пухăнса çитсен, сăра, нăтă, çăкăр, чăкăт илсе çенĕхе чӳклеме тухаççĕ. N. Çенĕх маччи ишĕлсе аннă. СПВВ. Т. Çенĕх пӳрт умĕнче пулать. Аттик. Унтан вара пӳрт алăкне, çĕнех алăкне, кил-карти хапхине янкă уçса пăрахаççĕ. См. выше.

çерçи чӳк

çерçи чӳкĕ, назв. жертвенного моленья о дожде. Етрух. Усем: çерçи чӳк тутарас ачасене, теççĕ. Ст. Шаймурз. Яшки пиçеччен, ачасем хире кайса çăмăр хулли тупса килеççĕ те, унăн юпписем çине çăмарта хупписем тăхăнтарса шыва кӳртсе лартаççĕ. Тата çав хулă çине çерçи те пусса çакаççĕ. ЧС. Петровка ыран тенĕ чухне, турă çăмăр патăр тесе, çерçи чӳкĕ тăваççĕ... Пăтăпа яшка пиçеччен, ачасем пурте кĕпесемпех шыв çинче ишсе çӳреççĕ. Пăтти пиçес чухне, киле кайса типĕ кĕпесем тăхăнса пыраççĕ. Пиçсен кайран, пĕр карчăк, кашнине ĕретпе лартса тухса, пашалусем валеçсе парать; тата яшкапа пăтă антарса парать. Çавăн чухне сисмен хутран ачасем пырса йăлт шывпа йĕпетсе пĕтереççĕ. Унтан вара сиксе каяççĕ те, пĕр-пĕрне шывпа йĕпетеççĕ, йĕпеттерменнине çавăлтех тытса кӳлле пăрахаççĕ. Шывпа йĕпенсе пĕтсен, пĕр ачи яла кайса çерçи тытса килет те, пăтă пĕçерекен карчăка парать. Çав карчăк вара: турă çăмăр патăр, тесе, ăна шыв урлă вĕçтерсе ярать. Унтан вара яшкипе пăттине киле илсе кайса семйипе çиеççĕ. Ст. Шаймурз. Унтан тата çамрăксем: хĕрĕ, арçынни, пухăнса, çырма хĕррине кайса, çерçи чук тăваттăмăр. Никит. Тепĕр виç-тăват кунтан, шывпа выллянă хыççăн çерçи чӳк чӳклеме тытăнчĕç. Хăшĕ-хăшĕ хутаçсем çакса чӳк валли кĕрпесем, çăнăхсем пуçтарма кайрĕç. Хăшĕ-хăшĕ сарайсем çинчен çерçи çурисене çĕкле-çĕкле тухса тасатма пуçланă. Вара пур яшка çимĕçисене хурана ярса киремете (место, где приносят жертву киреметю) çĕклесе карĕç. Унта, киремет çăмăр патăр тесе, асăнса çерçи чӳк яшкине пурте çирĕç. Хăйсем шывпа выллянă чухнехи пекех çарран, юле-пилкĕн, çуçне-пуçне салатнă... Н. Ильм. Пăтти пиçсен, çерçине çăмарта хуппи ăшне хупса, сĕтĕк çăпата çине лартаççĕ. Çăпати çине, çерçи умне, пĕр кашăк пăтă ăсса хураççĕ те, чӳкле пуçлаççĕ. Акă çапла каласа чӳклеççĕ: çырлах, çĕнĕ тырă пăттипе çерçи чӳкĕ чӳклетпĕр, çырлахсан — çырлах, çырлахмасан — килес çул чӳклемĕпĕр; çерçи чӳкне килнĕ хĕрсен йĕтĕнĕсем кăкăр та ан ӳсчĕр, пусисем мăй таран пулччăр, кантăрĕсем пуç-тӳпинчен пулччăр, хăйсем качча кайса пĕтчĕр. Качча кайсан, сак тули ачисем пулччăр. Ачисем çерçи чӳкне килччĕр, çерçипиле. (Участвует, повидимому, лишь молодежь).

çын

(с’ын, с’ин), человек. См. этем. Вишн. 61. Çын чирлесессĕн, унăн варĕ, тата пыршисем çинĕ апата сывă çыннин пекех çĕртме (переваривать) пултараймаççĕ. N. Çын ăшне кĕрсе тохмалла мар. (Послов.). Н. Карм. † Ай-хай турă çыннисем, хырса çуса каймаççĕ хурисем! Хырса çуса кайсассăн, ман пуçсем ырă курмĕ-ши? Ала 54. Эпĕ çынсем çине тилмĕрсе пăхрăм та, вĕсем мĕнле çынне палларăм (понял, что это за люди). Орау. Унăн иккĕмĕш арăмĕ пит аван çын пулнă, тит. Ib. Çынни аван, умпа çăккăр çима пулать (гов. о женихе, невесте и пр.). N. Çынсенĕн пурин те вилмелле, эсĕ — çын, çавăнпа санăн та вилмелле. Все люди смертны; ты — человек, следовательно, ты смертен. Сред. Юм. Улмерен ôн пик çынпа çыпăçма тор ан хоштăр. Не дай бог вперед с таким человеком связаться. Сред. Юм. Пирĕн пик çынсĕм вилсе пĕтсен, пиртен вара вăниккĕн пĕр така пусакан пĕчик çынсĕм порнмалла, тет. Шорк. Çын латти те çук. Не похож на человека. Альш. † Ах, милиньккăй, Хусанăн кантурĕ, эсир иккен çыннăн матурĕ (вы молодцы из молодцов. Застольн. песня). Ib. † Чун савнине илмесен, ӳсес те мар çын пулса. Регули 1270. Çынсерен (çынтан) пĕрер сом паратпăр. Мы платим по рублю с человека. N. Çын ĕмĕлки те полмĕ. Сред. Юм. Çын сăнĕ тесе пит нăмайччен чирлесе выртса орăх сăнлă полсан, пит хăраса сăнран кайсан, калаççĕ. Якейк. Çын сăнне пĕтернĕ. Дошел до крайней нравственной испорченности. N. Эпир кунта çын сăнĕнчен тухрăмăр. Мы здесь потеряли человеческий образ. (Из письма чувашина, ушедшего на заработки в прежнее время). Ал. цв. 28. Халĕ тата, эпĕ çын сăнлă чухне, юратсам мана. N. Унтан вара аллине çуни (умывший руки) пĕр çынсăр пушă пӳрте кĕрет (входит в пустую избу, где нет никого). N. Эп çынсен умĕнче нихçан та тутарла калаçман. Я никогда не говорил публично по-татарски. (Çын умĕнче — значило бы „при людях“). N. Лайăх пĕлнĕ çынсем — 1) хорошо знакомые люди, 2) близко знакомые люди. Кан. Çынна пăхсан, пĕрне тин юрăхлине тупрĕç. N. Арăмĕ хирĕç тухнă та: ĕçлекен çыннусем ăçта? тенĕ. N. Шурса кăвакарса каяççĕ, вĕсен çын тĕсĕ те юлмасть (так что на них и лица нет). ЧП. Çынна çисе çын пĕтмест. Альш. Пукравччен Пукрав валли хулана кайса тырă сутасчĕ: укçа кирлĕ, теççĕ çынсем. Етрух. Тата сирĕн килшчикки (= кил ăшчикки) таса мар, сире çын пăснă (вас испортили), сирĕн уна тасаттарас пулат, тет. (Чăваш чирĕ). N. Çыннăнни пек, çыннăннĕ пек, похожий на принадлежащий человеку (или другому человеку). || Люди, общество. Ала 27. Кунта пĕр маях çын килет. Сюда все время люди приходят. Ау 10. Эпĕ лере ялан çын хушшинче пурăнтăм (все жила на людях, т. е. в обществе других). N. Çын çинче çын пек пулмасассăн: кам ывăл-хĕрĕ? тесе ыйтаççĕ. Н. Якушк. † Ах аттеçĕм, аннеçĕм, эсир ăçта — килĕрте, ачăр ăçта — çын çинче. Кубня. † Ялта савнă тантăш пулмасан, тухассăм килмест çын çине (не хочется бывать на людях). N. Çын çине тух, водиться, общаться с людьми. || Прочие люди. Собр. † Шухăшламан чух çын пекех (как все), шухăшла пуçласан, пуçсем çавăрнаççĕ. N. Вĕсем те, çынран юлас мар тесе (чтобы не отстать от прочих), тăрăшĕç; çул иртсе çӳрен куçне те çын ĕретлĕ курăнĕç. Емельк. Çынна çитмен çын. || Нередко передается по-русски словами другой, чужой, в смысле другой человек, чужой человек. N. Çынна усал ан сун, хăна йывăр пулĕ. Якейк. Çын çине шанать. Надеется на чужой карман. Çĕнтерчĕ 44. Вăл пур çинче çын айне кĕмĕп-ха, çын хури (= хурри) пулмăпăр. Пока он жив, меня никто не обидит. N. Тапак çынран анчах туртса пурнатăп. Я курю только чужой табак. В. С. Разум. КЧП. Эсĕ çавă сăмаха каламасан, ман çын мар вара (если ты не скажешь этого слова, ты для меня чужой). Г. А. Отрыв. Çын çинчи (вар. Çынти) — йывăç çинчи (т. е. до чужого горя никому нет дела. Послов.). N. Çын çинчи — йывăç çинчи: çыншăн çын кам васкакан пур? Сред. Юм. Çынтан илтнипе йăмахлать. Говорит только по слухам. Ib. Эсĕ шывва (= шыва) кĕме кайсан, эп те пырап, çынтан йолмастăп эп апла. Ib. Тар-чир çынтан çынна сикет. Тиф переходит от одного человека к другому. Ib. Килте ăсĕм те пирн пикех пôрнаççĕ те, çын çине тохсан, ăсĕм çын аллнпе кăвар туртаççĕ (чужими руками жар загребают), ôлпôт-хуçа пик çиç çӳреççĕ. Учите детей. Ачана хăнана та пит илсе çӳрес пулмасть, апла вăл çын тăрăх сĕтĕрнсе çӳреме вĕренет (привыкнет шататься на людях). Чăв.-к. Эпир çын хăюлă пулас çук, савнă сарă хĕре илес çук. N. Çак приккашчăк, ирĕклĕхе кĕрсе ӳкнипе, çынсен вăйĕ тăрăх анчах пурăна пуçланă. Собр. Çынăн (çыннĕ) картара теççĕ. (Послов.). Арçури. Çитмен пурнăç пирки-çке, çын куçĕнчен пăхатпăр. Ведь мы бываем в зависимости от других вследствие недостатков и нужды. Якейк. Çын корнă-корман карта тытса лартрĕ. Никто не заметил, хак поставил загородь. Ib. Çын сисиччен кил çавăрса лартрĕ. Никто не заметил, как он построился. Ib. Йăван çын сисиччен аланса пăрахрĕ (кăларса, вăрласа илни çинчен). Йăван аланнине (= авланнине) çын та сисмер. М. Тув. † Манăн савни ял урлă, калаçасси çын урлă (с ним или с нею приходится сноситься через других лиц). Сред. Юм. Çынна çисе çӳрет. Распространяет дурную славу о других. || Порядочный человек. Пазух. Эпир çынсем ăшне те халь кĕриччен, алăри ачасем те, ай, ар пулĕç. Ib. Кăвак кăвакарчăн, ай, çурчĕ çук, çын пек пулас тесен те, халь телей çук. N. Тавтапуç (сана?) çыру ярса тăнăшăн. Эсĕ çыру янипе эпĕ те çын пек пултăм. Нюш-к. Матки çын турĕ уна, теççĕ. Его сделала человеком (т. е. исправила) жена. Орау. Кăна тăхăнсан, çын манерлех пултăн, ĕнтĕ. Ала 70. † Аттепеле-анне канашлаççĕ, пире çын ĕретне кӳртесшĕн. Лашм. † Хуллен еррипе пурăнса, кĕрсе пулĕ-ши çын çине? С. Тим. Атте-анне пирĕншĕн мĕшĕн йĕрет?! — Çын тĕрлĕ çын çине кӳртесшĕн (хотят оставить нас после себя порядочными людьми). Бур. † Çынсем çинче çын пек пулам тесен, пирĕн турă панă телей çук. N. Хăвăн анкартинче тăватă капан тырру йăтăнса ларат, çапах та çын ĕретне кĕрсе пурăнаймастăн, тесе ларатăп хам ăшăмра. Изамб. Т. Çын евĕрлĕ пул. Веди себя хорошенько, как другие люди, по-людски. Сред. Юм. Çын пик лар! (Ачисĕне: чипер ларăр, тессине калаççĕ). N. Тĕрмене пăхса тăракансем çын евĕрлĕ пулчĕç; япаласем илсе пырсан, кӳртмеççĕ те: хушман! тесе çех кăçкăраççĕ. Собр. † Ай-хай, пуçăм, çамрăк чунăм, ыр çынсем тавра çаврăнать: ыр çын çине кĕрсе пулми? тет. N. Ман ача куккăшсем патне кайнă та, ăна, çын вырăнне хурса, лайăх пăхман, çавăнпа вара ман ачанăн кăмăл хуçăлнă (обиделся). В. С. Разум. КЧП. Хăй ырă çын пек утса çӳрет, хăйĕн ăшĕнче нимĕн те çук. Ходит как будто хороший человек, а у самого внутри пусто. Тим. Çын йĕркелĕ пурнас — жить по-людски. || Взрослый человек. СТИК. Çын кут çӳлĕш ӳсмен, пысăккисене хирĕç кăшкăрат, чĕлĕм туртат. (От горшка два вершка, а большим перечит, курит; говорят малĕньким детям). || Муж. N. Санăн çынну паян ирхине ста карĕ? Куда пошел твой муж сегодня утром? || Иногда обозначает мужчину. || Супруг или супруга. Собр. Ăна вара хăйĕн çынни тăват, тет (овладевает им). См. çĕлен. Ст. Чек. Çынпа çӳрет, знается с чужим мужем или женою. || Супружеская чета. N. Ĕлĕк пĕр вăхăтра пĕр ялта арлă-арăмлă çын пурăннă, вĕсем мĕскĕн çынсем пулнă. || Личность. Янгильд. Çул каякан çын карĕ ăнчах, Микита патне аслати çитрĕ те, калать: ма тăратрăн эсĕ вăл çынна? Вăл этем мар, вăл осал, вăл мантан вăтăр çол мăшкăласа çӳрерĕ. || О членах семьи. N. Исир çырнă: матку посылкă ячĕ, ашшĕ ячĕпе янă пулсан та ил эсĕ уна, тесе çырнă... Мĕле исир пĕлместĕр кам ячĕпе ярасса пĕр килти çын. || Хозяин. К.-Кушки. Айăп лашинче, çыннинче мар. Этому виною лошадь, а не ее хозяин... N. Çавăнпа чăвашсен те çынсеренех (в каждом доме), шкулра вĕренсе тухнă çынсем пулма кирлĕ. || Заказчик; посетитель. ТММ. Тимĕрçĕ çынсăр тăмĕ, арман çынсăр тăмĕ, юмăç çынсăр тăмĕ. (Поговорка). || Народ. Изамб. Т. Унта çын! унта çын! таçтĕлти те пур-тăр. Народу-то там! Со всех, поди, сторон. Юрк. Çăкăрсене, кулаçсене, хăпартусене, хуплусене, куклĕсене, пашалусене чăвашсем ытти çынсем пекех пĕçереççĕ. Толст. Вăл халăх çыннисем (эта народность) хăйсен чĕлхипе анчах калаçаççĕ. || Изображение человека, чучело человека. N. Юртан çынсем тăваççĕ. Сред. Юм. Ĕлĕк çын чирленĕ чухне киреметсĕне (киреметям) чустаран çын туса панă, тет. = Отпечаток человека. Сред. Юм. Çын ӳкерни. Хĕлле ачасĕм (таса йор çине лап выртса хăйсĕне йор çине ӳкереççĕ т. е. получаетс я отпечаток фигуры). || Житель. Хорачка. Перĕн Чикме çыньă первой тохса соха патне, Йӳрйӳрĕн эрне каран (спустя неделю после Юрьева дня). N. Кăшт калаçкаласан эпĕ ыйтрăм: вырăсла калаçма пит ăста-çке, ăçти çын пулатăн капла эсĕ? терĕм.— Чĕмпĕр кĕпĕрни, Пăва уясĕ, ялĕ Пăрăнтăк, терĕ. || Населенная территория. N. Кăрмăш çыньпе (с’ин’бэ) Етĕрне хошшинче. Между Курмышским и Ядринским уездами. || Употребл. в чувашизмах. Орау. Çынну (к нему) патне пырса перĕнеймăн: тумланнă, такăш тийăн. К нему и не подступишься: разодет, подумать, что невесть какое важное лицо. Шибач. Пĕр-ик эрнерен çын полать вара (чĕрĕлет). КС. Унта пурăнсан, çын пулат вăл (оправится). Ib. Эп ăна çын турăм (поставид на ноги). Чăв. й. пур. 35. Ăна кӳмесен çын пулаймĕ, кайран мана асăнăн, тенĕ. Альш. † Çын ăшне кĕрсе çитсессĕн (когда приду в возраст), мана атте уйăрать. (Хĕр йĕрри). N. Пур тăванĕсем те ăна чиртен чĕрĕлсе çын пуласса сунман. Изамб. Т. Мана, ик ачаллĕ çынна, кам илет. Кто возьмет меня (замуж), у меня, ведь, двое детей. Юрк. Арăмĕ, халиччен чей ĕçмен çын, тытăннă савăнса сăмаварне лартма. Янтик. Туйăм, туйăм, туй халăх, киле пырсан, çын пекех. N. Çын айне ан юлăр. Не давайте себя в обиду. ТХКА 82. Кĕçĕн ывăл пур ман, Ваньă ятлăскĕр, шкула каять вăл. Аслисем çын пулаççĕ ĕнтĕ.

çын чунĕ

человеческое существо. Дик. леб. 41. Вăл çурта акăшсене пĕр çын чунĕ те илсе кĕме юраман.

çыпăр

то же, что çийĕпĕр. Малды-Кукшум. Çавна илсе кил, çыпăр.

çыру

(с’ыру, с’иру), scriptio, scriptura, письмо, писание. Шел. П. 63. Тутар çырăвĕ пек çыруллă, пысăк чулсем выртаççĕ (лежат плашмя). С. Айб. Çук, эпĕ çыру вулама пĕлместĕп. Сенчук. Хамăр ялсен, ай, ачисем çыру çыран тиек пек. Юрк. Эпĕ çыру таврашне вулама ӳркенместĕп, çыру кĕнеке мар. Ib. Армана пынă чăвашĕ çыру пĕлекен çын пулнă! N. Çыру ярах тăр. Почаще пиши (из письма). N. Час-час çыру яр. (Из письма). N. Çырап çыру юратса, шурă хута хуратса. N. Ман çырува илетни, çук-и? Çырса яр. Юрк. Мĕншĕн çыру ямасăр тăратăн? Ib. † Хамăр ялăн ачисем çыру çыран тиек пек. Орау. Йăванăн çырăвĕ килнĕ. Пришло пнисьмо от Ивана. N. Ванюкăн çырăвĕ çук (не шлет писем): вилнĕ пулĕ, теççĕ. N. Елекка çырăвĕ (от...) пур-и, çук-и?. N. Çакă çыруран сывă юлатăп. N. Çыру ăшне канверт чиксе яр. КС. Сана çыру килнĕ. На твое имя получено письмо. N. Василийрен çыру илеп, эпĕ те ярап. N. Çыру ямастăр вуç та. Совсем не пишете. N. Апрелĕн 27-мĕшĕнче çырнă çырăвăртан урăх çыру илмен. N. Çыру ячĕ те, хăйне курса калаçнă пекех пулчĕ. ТХКА 25. Кăвак хупăллă çыру. Кан. Çырăва ăста вăл. Он мастер писать. N. Çыру вĕççĕн калаçас вĕçне юлтăмăр. N. Çеркейĕн вилнĕ çыру килчĕ. Пришло письмо о смерти Сергея. || Ученье; грамота. ЧС. Эпĕ ĕнтĕ халĕ çапла, çырува кайман пулсан, киреметсенчен пĕчĕккĕ чунехи пекех хăраса пурнăттăмччĕ, тесе шухăшлатăп. N. Килес çул кай çырува. N. Мана, çыру пĕлмен çынна, тепле çырмалла. N. Çырăва каякан ачасене килĕшӳсĕр ан çӳретĕр. || Буквы, письмена. Юрк. Ку çырусем вырăсли пек мар. Н. Якушк. Шурă хут çине çырнă хура çыру (письмо, буквы). || Записка. N. Çырупа укçа пуçтарса çӳрет (о нищем и пр., на бедность). || Рукопись. N. Ку çырусене (рукописи) эпĕ пит нумай çынсенчен ыйтса çыртăм эсĕ хушнипе. || Чертеж. Баран. 147. Кун пек план çинче çурт вырăнĕ пĕчĕкçеççĕ тăваткал çыру пулса ӳкет. || Обыск (предбрачные документы при церковном браке). Цив. † Пупран çыру илместĕр, хĕрĕр тухса каяс пек (готовится). Собр. † Хапхăр умне шăлма атьăр (идемте), курăк шăтса тухас пек; çыру илсе хумастăр, хĕрĕр тухса килес пек. Богдашк. † Çыру туса памастăр, хĕрĕр тухса каясшăн. || Кон, предел, межа, черта. Изаиб. Т. Малтан çыру çыраççĕ. Унтан кам малтан пемеллине шăпа тытаççĕ (в игре). Ib. Кукăрта (чижик) çырăва кӳртсен. || Судьба. Собр. † Пăхăрсамăр турă патĕнчи çырăва, чун патĕнчи тăвана уйăрат.

çырлах

(с’ырлах, с’ирлах), помиловать; быть принятой (о молитве, жертве). Хăр. Паль,. 29. У-ух, епле аслати кĕрлет! çырлахтăрах... Юрк. Çырлахтăр (турра панă выльăх силленни). Букв. 1886. Турă кăна çырлахтăр. Избави бог! Сиктер. Килĕшпе, ачам-пăчампа çырлах. N. Ват (= вот) пирĕн чăвашсем çăмăр чук тунă чух çапла чӳклеççĕ чĕкету, çырлах; тепе киремечĕ, çырлах; хĕрлĕ çыр, çырлах камалсăр, çырлах; хурхан-вар, çырлах; мĕн пур киреметсем, пӳхампарсем, хĕвел ашшĕсем, çĕр ашшĕсем пурте кĕлĕре пулăр, теççĕ. ЧП. Ах тур, çырлах, лашисем, пĕкĕрен çӳлĕ пуçĕсем. N. Çырлахах, турă! тетĕп: мĕн аслăш пулĕ апла тĕнче? N. Турах çырлахтăр. Могонин. Эх, çырлахах, тур. Русак. Çырлах, турă, ӳкрĕм — пуççапрăм, пĕр турра асантăм, витĕнтĕм. Ан пăрах, турă, çырлах, турă. (Моление). КАЯ. Çапла чӳклесе пĕтерсен, чӳкки-кĕлли чипер çырлахса кайтăр тесе, выртса çывăраççĕ. (Тайăн сара). Вырăсла пурăнакан çын (т. е. тайăн сăрана) ĕçсессĕн, е сăхсăхса ĕçсессĕн, чӳк çырлахмасть, теççĕ. ЧС. Йăваш, тӳлек çӳремесен, чӳк çырлахмас. N. Вăлă (источник) акă мĕлле чӳклесен çырлахĕ: пилĕк çăмарта, салат, пĕр çăкăр сăмси ил те, çав çăла кайса яр, вара вăл çырлахĕ. См. çăл. СЧЧ. Пичче каларĕ: эпĕ каятăп (опускать мимĕр в прорубь), анчах мимрине çулăрах тăвăр; çулăрах тусан, хытăрах çырлахĕ, терĕ. (Жертва воде при шыв титни). Ходар. Ку çырлахран (так!) пуçласа чăсарах (протяжнее) каламалла (молитау. Чӳклеме). Т. VI. 27. Çырлах, ырă хĕрт-сурт, çырлахсам ĕнтĕ, ырă хĕрт-сурт, çырлаха парсам ĕнтĕ, ырă хĕрт-сурт. И. С. Степ. Çырлах, прими. ППТ. Хăш çулне шалт тĕлĕнмелле, выльăхсем хускалмаççĕ те, тата силленессе те час силленеççĕ. Вара хăйсем те: ай-ай! кăçал час çырлахăрĕ, тесе, пит хавасланаççĕ. N. Итлемесен, чӳкĕсем çырлахмасран хăранă. КАЯ. Эпĕр каялла çавăрнса пăхрăммăр та, çырлахтарах, турă! темле йăтă, пуçне çулелле каçăртнă, куçĕсем вут пек ялтăртаттарса, сĕлекине юхтарса, пирĕн çие уткăнса килет. Сактер. Чӳклекен: çырлахрĕ, тесе, пусма тытăнать (быка). || Помириться, примириться. Бгтр. Лешсем: вил шапапа анчах çырлахатпăр, тесе калаçаççĕ, тет. || Пропасть, погибнуть. Перев. Рак хăй çакăнта çырлахассине хăех пĕлсе тăрать ĕнтĕ те (рак знает, что ворон его сьест), калать. СТИК. Куршĕсем пуртта илсе карĕç те, илсе килмерĕç, çавăнтах çырлахрĕ вара. || Помилование. СПВВ. Турăран çырлах пултăр, этемрен сиплĕх пултăр. || Моленье. СПВВ. ПВ. Çырлах тăвас турра.

çырлахтар

понуд. ф. от гл. çырлах, совершать моленье. КАЯ. Çырлах, Пит-тури киремет; çырлах, аслă кĕлĕ; эпир, этем ывăлĕ-хĕрĕ, санне пурне те ăçтан пĕлсе çитерес? Мĕн çырлахманнине ху çырлахтар. Амĕн (аминь), çырлах, амĕн, çырлах, амĕн, çырлах. (Молитва в тайăн сăра). Ходар. Кайран вара вăл киремете ним парса та (никоим манером) çырлахтараймăпăр, тесе хисеплеççĕ (т. е. того, как киреметь испугается свиньи или поросенка, которых не допускают близко во время варки тăйăн сăра. См. сысна). Никит. Шыв тытнине пĕлсен, ăна парне парса çырлахтарнă. Шинар-п. Вара пирĕн апи кайса çырлахтарнă та, вăл вара сывалнă. КАЯ. Çапла Сурăм киреметне çырлахтарсан, виç кунтан атте Чистай уестине суккăр хĕр патне кайрĕ. ГТТ. Çуса силлентермелле, пусса пĕçерсе пĕтĕмпе çырлахтармалла, алă валльипе çырлахтармалла; час пулмас. Шурăм-п. Петтĕр ашшĕ чассальнăксем умне кулачă татăксем хуркаларĕ: вĕсене те çырлахтарасшăн. Ib. Хура Йăван арăмĕ тĕлĕксене пĕлет: Петтĕр амăшĕ пек тӳме илсе пырса парсан, ăна çывăрнă чухне пуç айне хурать. Вара çырлахтармалине пĕлет. Болезни. Хаяр киреметсене темĕн чухлĕ çырлахтарса çӳресен те ним усă кураймăн. СЧЧ. Пичче хай вуç çырлахтарасшăн тăрăшмаст (не заботится о том, чтобы умилостивить божество жертвою), хăй пырĕшĕн тăрăшать. N. Çав йĕрĕхе кашнă çол çĕн-çынсем кайса йĕрĕхе çырлахтараççĕ. Она шу çолĕ поçлаттарнă чох сăрапа-çӳхӳпе кайса: йĕрĕх çырлах, теççĕ. || Погубить. Ст. Чек. Çапах та пусан çырлахтартăм (погубил человека через проклятья, через злых духов). СТИК. Çавăнтах çырлахтартăмăр вара: шыва ывăтрăм та, панчалт! туса анса карĕ. || Помирить, примирить, привеста к согласию. Орау. Страшнике пĕр тенкĕ укçа парса, çур штав ереке ĕçтерсе аран-аран çырлахтартăм (избавился от него). Сред. Юм. Пачăшкасĕм тôр шывĕпе çӳренĕ чôхне, çирĕмшер пус илетпĕр тесе, манран та çирĕм пус ыйтаççĕ; вăнпилĕк пус парса арран çырлахтарса ярап. Яргуньк. Эп ăна кайса çырлахтартăм та, те пуçлать ĕнтĕ урăх, те пуçламасть. Покончнл было с ним примирением, но не знаю, возбудит ли он снова процесс или нет. || Убивать. Юрк. Еркĕнĕ мĕн туса пăрахрĕ, икĕ пуслăх наркăмăш илсе çырлахтарчĕ (вĕлерчĕ, его). Халапсем 27. Хăр патра çывăрма кĕрекен çынсене эсир çапла çырлахтаратăр иккен?!

çыхлаш

связаться, завязаться, схватиться, сцепиться. Сред. Юм. Икĕшĕ вăрçрĕç те, пĕр-пĕрне çӳçрен ярса илсе çыхлашсах ӳкрĕç. || Сlunibus coire. Тюрл. Йытсем çыхлашнă.

çи

(с’и), верх, поверхность. ЧП. Çӳлĕ ту çийĕсем кăлканлă. Хурамал. † Аслă улăх çийĕ сарă хăмăшлăх, сарă хăмăшсем çийĕ сарă-кайăк. N. † Хапха юпи — хырă юпа, пĕр хĕвелсĕр йăлтăртатат; ют ялсенĕн ачисене курсан çийĕм чĕтĕрет. (Хĕр йĕрри). Юрк. † Кӳлмешкĕн пар ут пулинччĕ, çуни çийĕ виттк пулинччĕ. Г. А. Отрыв. † Çийĕм тулли кăвак сăхман, çурхи çăнтан тунăскер. Пазух. Леш айккинче выртать-çке пăлан пăруш, курмастăр-им, çийĕсем пасарнă. || Часто встреч. в сложении. ТХКА 55. Сирĕн ялсем вăрманран тӳрĕ вĕренесене, хурамасене, туйрасене касса, урапа çисем (= çийĕсем) тăваççĕ. || Одеяние, одежда. N. Чăн малтан пур çын та, пур халăх та, тутă пулма, çи питĕрме (тумланма), авантарах пӳртре пурăнма тарăшать. БАБ. Çи те пулмасан, пыр та пулмасан, çырлана анчах кайăттăм, тесе каларĕ, тет, ĕлĕк пĕри. (Поговорка). Пухтел. Çишĕн, ради одежды. Тим. † Йăмăк кĕпине тăхăнсан, кĕрӳ кăмăлĕ уçăлчĕ, хурри çийĕ шуралчĕ, çĕтĕк çийĕ питĕрĕнчĕ. Кĕвĕсем. Ĕнтĕ умăр çутă та, çийĕр хĕрлĕ, вăтанатăп куçăртан пăхмашкăн. || Часто употребляется в значенин послелога, переводимого по-русски предлогами на, над. N. Çия çĕнĕ кĕрĕк тăхăнсан. N. Кам пирĕн çира урипе çӳлелле. (Шăна). N. Çире пĕр типĕ вырăн та юлмарĕ. На нас не осталось сухого места. Альш. † Мăкăр-мăкăр çын сăмах, пирĕн çирĕн мар-ши çав. Шурăм-п. Хĕвел пăхать шăратса; çиран тар шăпăр-шăпăр юхать. Альш. Хăнасем килнĕ тумланса. Хĕп-хĕрлĕ те çап-çутă çире. N. Тахăнса яратпăр йĕпелех: çире типет. Н. Сунар. Ма çийăма шу сапрăн. КС. Сăхманна çийăнтан пăрахмасăр çӳретĕн. N. † Çийĕмĕрте шур кĕпе, арки вăр-вăр тăвать-çке. N. Çийĕнтен тар юхаччен ĕçлетĕн. Орау. Ман çия ан вырт эсĕ. N. Ман çира (надо мною) йĕкел ӳкрĕ. N. Пăшал етрисем (пули) хамăр çирен (над нами) уласа ирте-ирте каяççĕ. Регули 1119. Ман çиран мăн çын (ватă çын) каçса кайрĕ. Михайлов. † Урам хушшинчи ват çăки, пур ял кайĕк ун çинче, яла тухрăм — ман çире, пур усал сăмах ман çире, мана çиман çынĕ çук. Шорп-к. Малтан, тохсанах, çил те пирĕн çиялахчĕ (= çиеллехчĕ), кайран яла орлă çавăрнчĕ те, пирĕн паталла пыримарĕ. Янтик. Ун çийĕнче пур. Она беременна. Н. Сунар. Вăл çăла (источнику) каланă: лайăх юхса кай, санăн çина (= çине) çӳпĕ-çапă ан ӳктĕр, тенĕ, тет. Ст. Чек. Ылттăн кашта çийĕне (= çине) ылттăн арча илсе хур. Бес. чув. 9. Эсĕ, Микулай, ман çине питех ан çилен-ха; эпĕ ăна ахаль кăна. N. Çăварĕсене пĕлĕт çинех янă. N. Эсĕ ман çине ан кӳрен. N. Чыстă çĕнĕ атă çинех те подмётка çаптаратпăр. Рак. † Хура вăрман çине пас тытнă. Толст. Унччен те пулмасть, суккăрри йăран çине такăнса та ӳкрĕ, тет. Никит. Тĕттĕм ял çине хупласа илме пуçларĕ. Деревня стала покрываться мраком. Кан. Сунт. Пăкă çине çапнă тимĕр пăта та тухса ӳкет. М.-Чолл. Улăх ман çине (= çие). Влезь на меня. Пазух. Кирек сахăрна пар, ай, пылна пар, кил шухăшĕ ӳкрĕ пуç çине (я задумался о доме). N. Çӳлĕ тăв çине эпĕ хăпартăм, çăмăр шывĕ çине эп ярăнтăм. К.-Кушки. Унтан Манкăлтăкне михĕ çине вырттарнă та, Атăл хĕрне илсе кайнă. Альш. Тăранттас çине улăхса лартăмăр. Истор. Ачасем, яланах чăн малтан тăшмансем çине хăвăр кĕрĕр. Якейк. Эп сана алăк çине çыртарттарăп (дам писать). Кан. Кашни тавар çине хакне кăтартса хут çыпăçтарса хумалла. Сенг. Ана çине çитрĕмĕр те (пришли на загон), выра пуçларăмăр. N. Кайсан-кайсан, çитрĕç пĕр кĕпер çине (пришли на мост). Б. Яныши. Мана юман çине веххă тытса тăрма хушса хăварчĕç. Меня оставили на дубе, велев держать веху (вешку). Малды-Кукшум. Тарсассăн, вăрмана çитсен, вăсам пит лайăх курăк çине çитрĕç (пришли на место с очень хорошею травою), тет. N. Çаран çине (на луга) çитнĕ те, выртса çывăрнă. Чăв. й. пур. 20. Паттăр çине паттăр тата тупăнат. На богатыря найдется другой богатырь. Ск. и пред. чув. 14. Иртрĕç çимĕк вăййисем, тухрĕ халăх ут çине (на сенокос). Ib. 96. Сетнер амăш ахлатса сĕтел çине пуçтарчĕ. Кан. Хаçатсене улăмран тунă хут çине çапма пуçланă. Газеты стали печатать на бумаге из соломы. ТХКА 105. Шăла çыртса, мĕн пур вăйпа ывăтрăм пурта тикăр çине. Орау. Атăл çине ĕçлеме кайнă. N. Пĕрин çине (в одном письме) вунпилĕк пус укçа янă. Кан. Ĕлекçи çине кил-çурт куçараççĕ (переводят). Тораево. Тинĕс çине çитсен... Кан. Укçине тавар çине ярса пĕтернĕ. Деньги истратили на товар. Пазух. Уйрăлнă чух эпир те уйрăлтăмăр, кантăр çине ӳснĕ те пуса пек. Кан. Ункă шывĕ Çалав (= Çавал) шывĕ çине юхса тухать. Ib. Вакун çине кĕртнĕ чухне 9 лаша вырăнне 11 лаша пулать-тăрать. N. Каçа эпĕ ăна стаккана янă шыв çине ярап. Янтик. † Анне мана çуратрĕ, шур пӳспелен чӳркерĕ, сăпка çине вырттарчĕ. Ала 6. Апат çинă чух апат çине пĕр симĕс шăна пырса укрĕ, тет. Юрк. Кĕрпене сивĕ шыв çине ярса пĕçермеççĕ, тӳрех вĕресе тăракан шыв çине ярса пĕçереççĕ. М.-Чолл. Патшан пуçĕ мăй таран çĕр çине кĕрсе карĕ, тет. Альш. Иван çăпата кантри таран кĕмĕл йĕтем çине анса каят, тет. Скотолеч. 6. Пилĕк стаккан йӳçĕ кăвак çине пĕр стаккан тăвар ирĕлтерсе параççĕ (лошади). N. Пир хутаç çине чиксе çĕлесе яр. Зашей в холщевый мешок. Панклеи. Тоххĕр (= тухрĕ) те, кӳме çине ларса карĕ (солдат). Баран. 107. Ват ама (матка) çинех çамрăкки тухас пулсан, иккĕш çапăçа пуçлаççĕ. N. Такмак çине тултар. Микушк. † Пĕччен тăрна вĕçет улăхалла, хăва çине ӳкет (спускается в тальник) — кăшкăрать. Бгтр. Хĕвел тухса пĕлĕт çине (в облако) ларсан, çав кун çăмăр пулать, теççĕ. Кан. Бедуинсем çине (в бедуинов) тупăсемпе пенĕ. N. Усем çине пертермеççĕ. В них стрелять не позволяют. Сĕт-к. Ку çӳпçе пирн сонаска (салазки) çине вырнаçас çок (не уместится). Баран. 20. Пирĕн çие килсе кĕчĕç ушкăнпа. Ib. 36. Сиен çине сиен курса пынă. || Средн. Альш. † Тăхăр ял хĕрĕ пĕр çĕрте, тăхăр ял хĕрĕ çийĕнче пирĕн ял херĕ илемлĕ. || Относительно, о, об. Бур. † Пăшăл-пăшăл сăмахсем, пирĕн çире мар-ши çав. См. çинчен. || На средства (чьи). Якейк. Эп она хам çиран вĕрентрĕм. Я учил его на свой счет. Вăл она хăй çинчен вĕрентрĕ. Он учил его на свой счет. || Выражает повторение. Бес. чув. 6. Çапла унăн ялан ĕç çине ĕç тупăнса пымалла пулнă. Дик. леб. 48. Вăл усал сăмах çине усал сăмах, темĕн те пĕр каласа тăкнă. Кратк. расск. 19. Эсир мана апла хуйхă çине хуйхă (горе за горем) тăватăр-çке (причиняете), тенĕ. СТИК. Унта çынсем питĕ тачă ларса тухнă: ял çине ял, ял çине ял пырат. N. Хĕрарăмсем ватнă çине ватаççĕ. N. Халĕ пĕтĕмпе туй çине туй, пулать. Теперь все играют свадьбы: свадьба за свадьбой. || Выражает непосредственное следование во времени. N. Çав сăмахсем çине (лишь только были сказаны эти слова) тилĕ чупса çитнĕ. Кратк. расск. 27. Ку иккĕмĕш тарçи сăмахĕ çинех тата виççĕмĕш тарçи чупса та çитнĕ. N. Ача çине (на поминках по умершем ребенке) чăхă анчах пусаççĕ, е çăмарта кăна пĕçереççĕ. N. Вилсен, çын çине выльăх пуссан... N. Ĕç çине çитетпĕр. || В придачу к... N. Кĕсри çине 80 тенкĕ панă (придачи?). N. Эпĕ çине икĕ картăчкă илтĕм. Н. Сунар. Хуняшшĕ хĕр çине (в приданное за дочерью) нумай тавар панă. Торп-к. † Пичи мана йоратать, ола кĕсрине парас, тет, çине тьыха парас, тет. || Употребл. в чувашизмах. Чума. Унтан, тăватă кун çине кайсассăн (на четвертый день) вара ăна пăртак çăмăлтарах пулнă. N. Хăна хурлăх пулас çине вăтанăçлă ан пул. Не будь стыдливым во время... Ст. Чек. Аçу çурчĕ çын çине кĕрĕ. Дом твоего отца достанется чужим. Юрк. † Улма йывăç лартрăм çул çине, савнă тусăм юлчĕ çын çине. Ib. Кун чухлĕ ача-пăчасем çине (на такую уйму детей) епле çын сана качча пырас?! Никам та пырас çук-çке! N. Эсĕ этеме чунне çухатас çине пултарман, Эсĕ ăна хăвăн сăмаху тăрăх пурăнса ĕмĕрхи чĕрĕлĕхе кĕмешкĕн пултарнă. N. Кам выçă, вăл килĕнче çитĕр: айăпа кĕрес çине пуçтарăнмалла ан пултăр. N. Сире вăтантарас çине калатăп. N. Эпир пĕтес çине иккĕленекенсен хисепĕнчисем мар. Качал. Хĕре калать кучĕрĕ: манăн çине кала: çакă çăлчĕ, тесе. Кучер говорит девице: скажи на мени, что я тебя спас. ЧП. Сире савмас çине, те, килместĕн. N. Унăн ачи-пăчисем пĕтес çине анчах пулччăр. Яргуньк. Ваньккă çиттĕрĕ-кĕчĕ, тет, çаксем çине. Сред. Юм. Çын çине тохма вăтанать. Стыдится бывать в обществе людей. Яргуньк. Çав кукша карчăкăн упăшки, ула кайăка çапас тесе, карчăк пуçĕ çине çапрĕ, тет. N. Халăх çине тухма пултарать, хутсем çине алă пусма та пĕлет, тенĕ. N. Çитменни çине (вдобавок) куланайĕпе аптăраса çитрĕмĕр. Вомбу-к. Ăснă сăра çине, пиçнĕ яшка çине ĕçме-çиме аван полтăр. (Сăра ĕçме кайнă чохне çапла каласа яраççĕ). Бугульм. † Ял тавра тытнă укăлча ял çине хула пулинччĕ. Кан. Çавăнта вăл çĕре тавлашакан ялсем çине, çĕр çитменлĕхне шута илсе, ятак пуçне валеçмелле туса панă. Ib. Вăл вăрман виçĕ ял çинĕ юлчĕ. Этот лес остался во владении трех деревень. Ск. и пред. чув. 35. Сăмахĕ çине тăчĕ-тăчех (сдержал свое слово) çамрăкрах вăтам çынĕ. Альш. Хай каллах чăваш тумтирĕ çине тавăрăнар-ха. Опять вернемся к вопросу о чувашском костюме.

çинче

(с’ин’ζ’э, с’ин’џ̌э), вм. çийĕнче— в, на (чем), на поверхности (чего). Качал. Йăвам çинче çăмартам, çăмартам çинче чĕпĕм пур. Регули 1120. Çĕнĕ сăхман он çинче (на нем) паян. Ib. 1117. Йăвăç çинче ларать. Ib. 183. Вăл киле килнĕ çĕрте, çол çинче, окçа топрĕ. Самар. † Ула-чăпар кĕпесенĕн шурри çинче, камăн алли витĕр тухнă-ши, çинче (= çинçе), пĕрти, пилĕклĕ, хура куçлă, камăн арки çинче йăванса ӳснĕ-ши? N. Пăрусем сĕлĕ çинче çӳреççĕ. Орау. Масар çинче унта-кунта анчах пытарнă вилнĕ çын тăпри тĕмисем курнаççĕ. На кладбище видно несколько свежих могильных холмиков. Ib. Масар çинче юр айĕнчен хĕлле пытарнă вилнĕ çын тăпри куписем туха пуçларĕç. На кладбище показались из-под снега свежие могильные холмики. Ib. Атăл çинче кĕпер тунă çĕртре ĕçлеççĕ. Четырлы. † Лаша вăйĕ пӳлмере, кристянсем вăйĕ çĕр çинче. К.-Кушки. Кам унта сăмавар çинче курăнат? Кто это там на поверхности самовара (т. е. отражается) Ib. Кам унта ларат сăмавар çинче? Кто это там отражается на поверхности самовара. N. Вăл (он) хăй сăнин кĕлеткипе куç-кĕски çинче (в зеркале) пăхакан çын евĕрлĕ. Шинар-п. Пӳртĕнче тăта вĕсенĕн алăк панче пĕрене çинче пĕр шăтăк пулнă. О сохр. здор. Вĕсен ырашĕ çинче тата пукра та нумай пулать. Собр. Çĕр çинче çуралать, вăт çинче тĕне кĕрет, шыва курсаннах вилет. (Тăвар). Б. Ильгыши. Йăви çинче çăмарти пур, çăмарти çинче мĕн пур? — Çăмарти çинче чĕпĕ пур.— Чĕппи çинче мĕн пур? — Чĕппи çинче йăпах тьыха пур. Никит. † Виç ял çинче виç варличчĕ, илес тени пĕреччĕ. (Солд. п.). Собр. † Ушкăн-ушкăн тупăлха, ушкăнĕ çинче пĕри шупка. N. Çав хуранта пăта çара çу, сĕт çинче пĕçереççĕ, çăмарта та нуммай яраççĕ. Кан. Укçа шăпах тавар çинче тăрать. Все деньги в товаре. Ib. Ытти заметкусем çинче вак ĕçсем çинчен çырнă. ТХКА 71. Вакун çинчех, тырă илсе тавăрăннă чух, атте вилнĕ, тет. N. Хирте пулă çинче тулли пучахсем те, пушшисем те пур. N. Эс янă пиçмо çинче çирĕм пус окçа илтĕм. Орау. Такана çинче пăрçа кустăраççĕ, те пăрçа куккăли тăвасшăн, темскер. Н. Карм. † Уйрăлнă чух эпир уйрăлтăмăр, кантăр çинче ӳснĕ пуса пек. Юрк. Йĕс кĕлетре шăналăк, шăналăк çинче сарă хĕр. N. Ыраш çинче çӳпĕ нумай... N. Ыраш çинче пукра пур. Ядр. Виçĕ кун халсăр выртрăм та, тăват кун çинче (на четвертый день) чĕрĕлтĕм. N. Икĕ кон çинче. N. Кайран вара ăричаксемпеле çапса аран виçĕ кун çинче (на третий день) вĕлерчĕç, тет, çакна. (Из сказки). СВТ. Шатра таврашĕнчи ӳт тăхăр кун е вунă кун çинче (на 8-ой иди 10-ый день) пит хытă хĕрелме тытăнать. N. Икĕ витре ĕçсен, виçĕ витре çинче (когда выпьют 2 ведра и принимаются за третье). Кан. Малтан шыв çинче ишсе пырать. N. Çăвĕпе сирĕн е хĕвел çинче, е çумăр çинче, е сивĕ çинче çӳрес пулать. || Над. N. Хĕвел: эп ир тохрăм та, каçчен çĕр çинче çӳрерĕм, тет. N. Калакла çăмарта çинă чухне çăмартана чашăк çинче тытса çияççĕ. N. Шу çинче кайăксам вĕçсе çӳреççĕ. N. Сĕтел çинче шăнасам вĕçсе çӳреççĕ. Якейк. Алăк çинче хонар çакăнса тăрать. Над дверью висит фонарь. Сорм-Вар. Хура хĕр сасси ял çинче (раздается над деревней, или по деревне). Торп-к. Ывăлĕсем пырса пăхнă та, алăк çинче шĕшлĕ тăнине курсан, çĕн çĕре витрех тарнă, тет. || При, при наличии. Сала 275. Анне çинче пурăнтăм шурă сĕт çинчи хăйма пек. Али 70°. Патшапала çанат ячĕ çинче аттепеле анне ячĕ пур. N. Эпĕ сан çинче ырă куртăм, халĕ эпĕ кин аллине юлтăм — йĕп çине юлтăм. БАБ. Вилле пăрахса кӳрше кайса çывăраймастăн вĕт. Хăрасан та пулин ун çинче (при покойнике) иккĕшĕ çĕр каçнă, тет. Сред. Юм. Пит чирлĕ выртакан çын выртнă пӳртре хăй сӳнтермесĕр ларсан: çинче ларнă, теççĕ. Сунч. † Атте-анне çинче пурăннă чух тивлетлĕччĕ пирĕи пуçăмăр. Полтава 11. Хамăр пурнăç пур çинче усал çылăх пулас çук. N. Сарă лашам пор çинче, пока у меня есть Савраска. N. Хăвăнта хастарлăх пур çинче ан ӳркен. N. Çак тĕрлĕ пулман пулă çинче унтн çынсем ялан пулă кăна çиетчĕç. Хора-к. † Тунти пасар пор çинче хĕр пăхмасăр илес мар; çак ял хĕрĕ пор çинче пер (= эпир) те арăмсăр порнас çок. || Из. Собр. Шыва витре çинче ĕçсен, çылăх пулат, тет. || Из-за. Ала 16. Çавă хĕр çинче вăсен тавлашу пулнă. Тораево. Кайнă чух вăл виçĕ усал такмак çинче тавлашнине курнă. Ib. Эсĕ пире сут туса пар, эпир çак такмак çинче виçĕ çул тавлашатпăр. Синерь. Вăл вĕсене каланă: ма эсир вăрçатар? — Вăлсем каланă: курăнман калпакпа курăнман атă çинче, тенĕ. || Иногда употребляется при обозначении времени. N. Вилнĕ çыннăн ӳтне ир çинче (на утро) пытармалла пулсан... N. Ир çинче каллах иртерех тăраççĕ те, уя каяççĕ. N. Авăн çинче кайнă (во время молотьбы). N. Данил вилчĕ авăн çинче. Истор. Пĕрре Владимир çывăрнă чух Рогнеда ăна кăшт кăна çĕçĕпе чиксе вĕлереймен, лешĕ çинче (во-время) вăранса çĕççине туртса илсе ĕлкĕрнĕ. || Среди, в. Кан. Çирĕм пилĕк ача çинче начаррисем те пулнă. Ачач 65. Кантуртан килнĕ хута çав кунах халăх çинче вуласа кăтартнă. N. † Ялĕ-ялĕнче хĕрĕсем каччă çинче палăрмасть; хамăр ялсан хĕрĕсем укçа çинче палăрмасть. Ау 269. † Тăват пилĕк пăрат (брат) çинче эпĕ кăна ытлашши. N. † Ах аттеçĕм, аттеçĕм, пилĕк чуну çинче эпĕ пултăм ытлашши. Турх. † Нумай ача çинче, ах, ӳсрĕмĕр, анчах пире ырă кун пулмарĕ. N. Ертел çинче пурте пулат. Альш. Çитмĕл тĕслĕ кун çинче çил-тăвăл кун килĕ. N. Халăх çинчи шута ăста пĕлекен çын сайра анчах. Собр. † Кӳрĕш-арăш çинче пурăнтăм, пĕр йăвари çăмарта пек. (Хĕр йĕрри). Ст. Ганьк. † Куçна шурă илсессĕн, хĕрсем çинче килĕшмест. || При названии городов и пр. на вопрос: где? Н. Сунар. Кам кайма охота çанти купир çинчи чипер Анастаçи ятлă хĕр сăнне исе килмешкĕн, уна çĕр тенкĕ парăпчĕ. (Из сказки). Панклеи. Вăсам çинчен Сорăмра мар, Кăрмăш çинчи чăвашсем, Самартисем те пĕлеççĕ. Ib. Сорăм çинче. Панклеи. Çакăнта мăн хола полнă. Çав хола çинче вăрçă тохса кайнă. Вăрçă тохсанах, холине çĕр çăтнă. (Из сказки). || На обязанности, на ответственности. Актăй. † Ĕçес, çияс хуçа çинче, пупляс, юрлас пирĕн çира. Угощенье на хозяине, а беседы и песни на нас (т. е. как бы составляют нашу обязанность). Ст. Ганьк. † Сакăр пирĕ — сарă сыппи, пилĕке çитми тусан арăм çинче. || О, об, относительно. N. Мĕн пур сăмахĕ — юмахĕ те пăрусем — вăкăрсем çинче анчах.

çинчи

находящийся на, в... Ст. Ганьк. † Çамрăк-кĕрĕм вăйăра, çинчи тумтирри хĕр çинче. ЧС. Вара халăх çинчи укçапа кĕрпепе çу илсе пăтă пĕçереççĕ. N. Халăх çинчн ватăсем. Альш. † Ах аттеçĕм, аттеçĕм, сăпка çинчи ача чух. (Хĕр йĕрри). Собр. Çитмĕл те çич тĕслĕ çĕр çинчи куракĕ симĕсленсе лараççĕ; çитмĕл те çич тĕслĕ çĕр çинчи йăвăçсем хумханкаласа лараççĕ. Кратк. расск. 32. Ку тарçă тутăр çинчи япалана пĕртте пăхмасăр илсе тавăрăннă та, хуçине панă. N. Вăрман çинчи укçана пуçтарса пĕтерни?

çири

(с’ири), находящийся наверху или на теле. N. Нумайлăха каймастăн пулсан, мăшăр кĕпе (çирисĕр пуçне) илсе кай. О сохр. здор. Типĕ тумтир тупса улăштарма питех май килмесессĕн, çав çири йĕпине пӳртре ăшă çĕртре çирех майĕпе типĕтме юрать. Ib. Çири кĕрĕк-сăхман е кĕпе-йĕм шыва кайса, е çумарпа, е тарпа пит йĕпенсен... || Находящийся в утробе (матерн). ГТТ. Çири ачи виç уйăхра пулмалла. Она должна быть на третьем месяце беременности.

çил

(с’ил’), ветер. Шумш. Çĕр çинче çил, вот, шу хăватлă, теççĕ. N. Ĕлĕк килте атей-апай калатьчĕ: кашкăр хăш ойăхра çилпе тăранать тетчĕç. N. Паян çил вăйлă. N. Çил çине кăларса, типĕтсе хур. Вынеси иа ветер, высуши и убери. Пухтел. Пĕр çил те çук. Совсем нет ветра. Изамб. Т. Кăçкăрсан та, çиле хирĕç (против ветра) нимĕн те илтмеççĕ. Ib. Пире çил майĕпе (по ветру) хыçалтан усĕр çын сассисем илтĕне пуçларĕç. N. Кашни конах ирсĕр çил тăратĕ. Ежедневно бывает сильный ветер. Сред. Юм. Çил тохакан çăвар пор, тет, çав çăвар конче (= кутĕнче) карчăк сыхласа ларать, тет, вăхчи-вăхчипе çав карчăк çил çăвар пăккине уçса пăхать, тет те, хăш чохне туххăмах питĕрсе лартать, тет, тепĕр чохне çил пит вирлĕ пырса çапăннипе нăмайччен питреймесĕр тăрать, тет. Çапла карчăк çил çăварне питреймен чохне çĕр çинче çил вăйлă пôлать, тет, вара. Ib. Пĕчик ачана тôла илсе тохсан, çил хыпать те, хăрăлтатакан пôлать. Ib. Çил туллать, бушует ветер (гов. прн сильном ветре). Ib. Паянхи çил сăкман витĕрех касать (гов. о пронизывающем ветре). N. Çил çăварĕнчех пурăнатпăр. Мы живем на самом ветру. АПП. † Çирĕк çулçи çил пулчĕ, хурăн çулçи хут пулчĕ. N. Утни-юртни сисĕнмеçт, шыв пек юхать, çил пек вĕçет (урхамах). Якейк. Çил пек каять (пырать). Несется, как ветер. Чуратч. Ц. Хуçа лаша кӳлтерчĕ, тет, пĕр мих çăнăх, саккускă, эрек, илчĕ, тет те, Ваçкă патне çил пек карĕ, тет. Ст. Чек. Ку хурчăка чĕпĕ çине çил пек вĕçсе анчĕ. Сĕт-к. Çил вĕçтернĕ тосан пак тăвăп. Сделаю как пыль, носимую ветром. Т. VI. Эй турă, çилпе çакланнине çилпе сир. (Из моленья). Орау. Навус айĕнчи пăра (лед) айккисенчен çил çиса, юпа пек, юпа пек тăратса хăварнă, навусĕ тăррисенче çĕлĕк пек тăра-тăра юлнă. Ib. Çил çӳл енчен вĕре пуçларĕ. Подул верховой ветер. Ёрдово. Çав сехетрех çил йăвашлансан, прийомне чакарас пулать (на обдирке). Ib. Çил енчи чӳречесем пурте сĕмĕрлсе пĕтнĕ. Ib. Çил çине ан лар, вĕрĕлĕн (снова простудишься). Ib. Катка çил çинче ларса (стоя на ветру) пĕтĕмпех шултăркаса кайнă (рассохлась). Ib. Çил вĕрекен çĕрте (на ветру) ӳсекен йăвăç начар пулать. Ib. Пӳрт уммĕнче (в сенях) çывăрсан, çил тимĕ-ши (не продует ли?). Ib. Атăл çинчен (с Волги) çил вĕрет. N. Çилĕн çунат çук, шывăн турат çук. N. Çил çинче ан çӳре. Не ходи на ветру. Завражн. Çил хирĕçлеччĕ. Регули 1211. Он пак çилте каçмалла мар Атăлпа. Ib. 1079. Çак çилте каçмалла мар Атăл орлă. Бел. Гора. † Йĕтĕн пирĕ кĕпине сил вĕртмешкĕн тухрăмар (чтобы проветриться). Шор-к. Малтан, тохсанах, çил те пирĕн çиялахчĕ; кайран ял орлă çавăрнчĕ те, пирĕн паталла пыримарĕ. Скотолеч. 13. Çил тивмен çĕре (где нет ветра) тăратас пулать (лашана). N. Хăньтю пулсан, лашана çил çинче тăратма (оставить на ветру) юрамасть. Юрк. Çил пăркаланса вĕрсен, çумăр пулат. О сохр. здор. Çума юраман тумтирсене ялан çил çине кăлара-кăлара çакас пулать. Ib. Сивĕ çил çинче тăрсан, если побудешь на холодном ветре... Ib. Тарланăскер, çил çинех ларнă. В. Ив. Çитменнине тата çилпе сăвăрнă чух е çил килмест (не бывает ветра). Пазух. † Кĕпер çине шыв кĕрет, йĕтĕн кĕпине çил илет. СТИК. Çил вылят. Ветер гуляет свободно. Сунч. † Çӳлĕ тусем çинче çил вылять, çилĕ çĕре ӳксе çухалать. Арçури. Ват юмана çил ватнă, çĕмĕртсене çĕмĕрнĕ. Нюш-к. Хăрăк (беспорядочный) çил çăмăр çăвас вырăнне вĕрет. N. Хаяр çил, резкий, пронзительный ветер; назв. духа (его просят охранять хлеба от такого ветра). || В перен. см. N. Тата хăшĕ халăхшăн пит тăрăшас пек туйăнать, анчах унăн пуçĕнче çил çӳрет. N. Эсир апла çиле анчах калаçатăр (говорите на ветер, .т. е. попусту). Бюрганский. Эсир эпĕ каланă сăмахсене ан манăр; манăн сăмахсем çиле ан пулччăрччĕ. N. Пĕр апат çиетпĕр те, иккĕмĕшне çил хыпса тăратпăр, тенĕ салтак. N. Çил вĕрет — образное выражение; о тебе сказано, а ты не замечаешь. || Назв. божества 2-го-разряда. Сред. Юм. Н. Карм. Çиле така параççĕ, çил амăшне путек параççĕ. (Учук). Магн. М. 6З. Çил ашшĕ,— амăшĕ — хаярĕ,— инкекĕ,— синкерĕ,— çыхчи,— çоначĕ. (См. там же стр. 84, 89, 91). || Часть мельницы. Торх. См. арман.

Çил амăш

Çил амăшĕ, Çил амĕш, назв. божества 2-го разряда. Альш. Çил амăшне путек. ЧС. Чӳк çырлах, ан пăрах, санă, пуççапатпăр, витĕнетпĕр, сана çăмăр паракан çил амăшне хурпала чӳклетпĕр: чӳк çырлах, ан пăрах, эсĕ пире хĕн ан пар, çилпеле пĕрле тĕрлĕ усал чир таврашне илсе килсе вĕлерсе ан пĕтер, сана эпир хурпа чӳклетпĕр, акă сана хур çунатне паратпăр. Ку хур çуначĕпеле ху чир-чăрна аяккала илсе кай. (Çăмăр чӳк). Т. VI. Çил амăшĕ, çил çуначĕ. Хорачка. Çил амăшня торă хопса лартат, теччĕ; вăл ĕçерĕнсе кайсан, çил пит войлă полат.

çын çилли чирĕ

назв. болезни. ЧС. Чăвашсем: çын çилли чирĕ пур, теççĕ. Вăл çакăнсан, пит шăнтать те пуса хĕстерсе ыраттарать, теççĕ... Кам-та-кам пĕр-пĕр çĕрте ятлаçнине курсан, çинчех, çиллисем ан çакăнччăр тесе, пĕр тăвар шăлĕпе пĕр ывçă кĕл кăларса тăкмасан (вĕçтермесен), вăл çынна çын çилли çакăнать вара, теççĕ вĕсем... Тата вĕсем кĕл вĕçтерес вырăнне пĕр курка шыв кăларса сапсан та юрать, теççĕ. Çын çилли ан çакăнтăр тесе, кĕл вĕçтернĕ чух, е шыв кăларса сапнă чух калаççĕ: çавăнпа çавсем вăрçнă çĕрте çӳрерĕм; çавăн çилли çакăнчĕ пулĕ, е унăн çилли çакăнчĕ пулсан та (кунта вăрçаканĕсенĕн ячĕсене калаççĕ), сирĕлтĕр, çак кĕл епле вĕçсе каять, çавăн пекех вĕçсе кайтăр, теççĕ. Çын çилли çакăнсан, вĕсем вĕревçе илсе пырса вĕртеççĕ, вĕртсен вара, каять, теççĕ. (Рассказ чувашина о том, как лечил его вĕрĕвçĕ от çын çилли). Вăл малтанах пĕр курка шыв илсе, ман пуç тавра темĕскер пăшăлтатса каласа виççĕ çавăрчĕ те, чӳрече виттĕр тулалла тăкрĕ. Çапла виççĕ курка пуç тавра çавăра-çавăра тăкрĕ. Унтан вара пĕр сăра курки шыв илчĕ, унта тăвар ячĕ те, шĕшлĕпе хайăрса, шывĕ çине сура-сура вĕре пуçларĕ. Вĕрме ак çапла пуçласа кайрĕ: е пĕсмĕлле, пĕр турă! Турăран ырлăх, этемрен сиплĕх; кун таврăнать — таврăнтăр, çĕр çаврăнать — çаврăнтăр; Атал урлă, Сăрă урлă килнĕ юмăç-карчăк, çавă вĕрет, çавă сурать... тет. Тата урăх та нумай каласа кайрĕ те, пурне те илтеймерĕм. Вĕрсе пĕтерсен сăра куркинчи таварлă-сурчăклă шывне мана ĕçме пачĕ. Шывне çăвара чикме çук, тăварлă, çапах та пулсан ирĕксĕрех ĕçсе ятăм.

çимĕк

(с’имэ̆к), назв. праздника, семик. Орау., К.-Кушки. Байглыч. Çимĕк, последний четверг перед троицей; в этом день проводили обязательное поминовение умерших. См. Магн. М. 185. Н. Седяк. Çимĕке чăвашсем эрне каç тăваççĕ, тройтсă умĕн. Çак каç вилнĕ çынсем киле таврăнать, теççĕ. Çăмарта пĕçереççĕ, кашни вилнĕ ачана пĕрер, çак çăмартасемпе выляса çӳрет, теççĕ. Хурăнташсене пуçтараççĕ, вара ĕçеççĕ, çиеççĕ. Хурамал. Çимĕке, акана иртерех пĕтерсессĕн, вырас çимĕкĕ умĕнчи кĕçнерникун тăваççĕ, акана час пĕтереймесессĕн, вырăс çимĕкĕ (троица) хыçĕнчи кĕçнерникун тăваççĕ. Аттик. Вĕсем пуринчен ытла çимĕк тенине мункун иртсен çичĕ эрнерен виçĕ кунччен пĕтĕм ĕçĕсене пăрахса уяççĕ. Тайба-Т. † Çимĕк çите пуçласан, хĕр пуçтарăнат урама; Хăят (назв. ярмарки в с. Кияти) çите пуçласан, хĕр саланат урамран. Сред. Юм. Çимĕке вилĕсĕм пыраççĕ. (Çимĕк ыран чôхне, ратил ыран тенĕ чохне, вилĕсĕм хăйсĕм вилнĕ киле пыраççĕ, тет). Якейк. Первайхи çимĕкчен çиччĕ шăва кĕрсен, е çич тьыха корсан, çын тепĕр çолталăкчен лайăх порнать, теççĕ. Ib. Çимĕкре пусăк пир кĕпи полсан та, çĕнĕ полтăр, мăнконта çĕтĕк полсан та, шорă полтăр. Регули 1198. Çимĕк тĕлĕнче килимарĕ вăл. Ib. 1188. Çимĕкренпе сумар выртать. Ib. Çимĕкчен онта порнатăп. СПВВ. ИА. Çимĕкрен чăваш хĕрĕсем вăйя тухаççĕ (начинают устраивать хороводы). Шурăм-п. Çуркунне, çемĕкчен шыва кĕме пуçларăн пулсассăн, çичче çитиччен кĕр, ахаль лайăх мар. Çимĕкчен е пĕртте кĕрес пулмасть, е çеччĕ кĕрес пулать. Ильково. Çимĕк виç эрне юлсан, çамрăк ачасем выляма пĕр-пĕр пушă вырăна тухаççĕ. N. Çимĕк çитеччен çиччĕ шыва кĕрес пулать, теççĕ. С. Дув. Çимĕк вăййи çичĕ эрне каç выляни килĕшет. Собр. † Çимĕк çич кун, терĕçе, çимĕк çич кун, терĕçĕ, ма çич эрне килмен-ши, ма çич эрне килмен-ши. ТХКА 34. Çимĕк сăрн ĕçме кăçал эпĕ хам арăмпа кукки патне карăм. Утăм № 1, 29. Çимĕкелле çав кĕриччен тавлашăва татасах, терĕç, çук çын ытла пит кӳтнĕрен пуянсем: чарасах, терĕç. Т. И.-Шем. Вилнĕ çынсене çимĕкре хывас йĕрке. Çимĕк çитес умĕн вилнĕ çынсене сăра туса хураççĕ. Вăл сăрана çимĕкре ĕçмелли сăраран ăрасна тăваççĕ. Унтан çимĕк умĕн кĕçнерникун ирех икерчĕ пĕçереççĕ. Чăн пирвайхи икерчине хуçа арăмĕ алăк патне чашкăсăр, çуртасăр, ахаль анчах вилнĕ çынсене хывать, унтан икерчине çемйипе ларса çиеççĕ. Сăра тунă чух та, ăсли ĕлкĕрсен, ăслине малтан вилнĕ çынсене хываççĕ, унтан хăйсем ĕçеççĕ, сăра сĕрнĕ чух та çапла тăваççĕ. Кăнтăрла сулăнса каçхи апат енне кайсан, кашни килĕре хăйсен çемйисемпе мункунти пекех алăк патне çуртасем çутса сĕтел лартса хываççĕ. Пĕр-пĕр килĕрен уйăрăлса тухнисем малтан тĕп çурта кайса тĕпри вилнĕ çынсене хываççĕ, унтан хăйсен килĕсенче хăйсен çемйинчи вилнĕ çынсене хываççĕ. Унтан каçхи апат тĕлĕнче кашни килĕрен икшерĕн, виçшерĕн лаша кӳлсе урапа çине, тарантас пуррисем непременно тăрантас çине минтерсем хурса ларса, лакăмпа сăра илсе, эрек илсе, масар çине каяççĕ. Масар çинче ăратни-ăратнипе хăйсен вилнĕ çыннисене пытарнă тăприсем патне пырса хываççĕ. Кашни ăратне хăйсен вилнĕ çыннисене ытти çынсен вилнĕ çыннисенчен ăрасна çĕре — пурте пĕр çĕре пытараççĕ, çавăнпа çимĕкре кашни ăратне хăйне ушкăн пуçтарăнса хываççĕ. Хываççĕ тӳрех çĕре, çимĕçпе пĕрле тата, камăн пурри, симĕс сухан хывать, унтан эрекпе сăра хываççĕ. Кашни татса пăрахмассерен вилнĕ çынсене асăнса: çавăн умĕнче пултăр, çавăн умĕнче пултăр, эпĕр асăнатпăр, эсĕр ан асăнăр, сĕт-кӳлĕ пултăр умăнта, теççĕ. Унтан вара çавăлтех ăратнипе ларса ĕçсе çиеççĕ; ĕçеççĕ ӳсĕрĕличченех, вара çĕрле пулас умĕн таврăнаççĕ. || Троица. Череп. СТИК. Çимĕке (к тронце) пурте сăра тăваççĕ. Ib. Çимĕк иртсен хыт-сухана тухаççĕ. Т. IV. Çăва çине çимĕке кайса, вилнĕ çынна асăнса ĕçсе-çисе юрламасан, ташламасассăн, вăл выртнă чухне те хурлансах выртат (ему бывает горько), теççĕ. || Назв. однодневной ярмарки. N. Çимĕк нумай полат: Микон-кон (9 мая) çимĕк, Хораç-ту (Вознесение) çимĕк, Явăш-кон çимĕк (за три дня до троицы) Троски-кон çимĕк (в день троицы). Якейк. Сар-кайăк, сар-кайăк, йăмăксене кортăн-и? Корсаттăмч, калаçсаттăмч, çимĕкрен çимĕке чопатьчĕç. В. С. Разум. КЧП. Халăх утать çимĕке хуп-хура та шап-шурă. || Назв. рыбы. Шибач. См. çимек пулли.

çимĕк каç

канун семика. Чăвшсем 21. Вăл тухатмăшсем çимĕк вăхăтĕнче пит алхасаççĕ, тет, çимĕк каç вĕсем пурте масар çине пухăнаççĕ, тет. Чуратч. Ц. Тухатмăшсен çимĕк каç пĕр-пĕр çĕре кайса çӳрес пулать, тет. Унсăрăн усалсем, каçхине пырса ăна вĕлереççĕ, тет. Ильмово. Тата çав симĕк каç кашни килтен сăра, эрек, тата тĕрлĕ çимĕçсем илсе масар çине вилнисене хывма каяççĕ. Вăсем çимĕçĕсене илеççĕ те, харпăр хăй тăванни тăпри çине тураççĕ. Туранă чухне ак çапла сăмахсем калаççĕ: акă сире тĕрлĕрен çимĕç хыватпăр, тата сăрапа хыватпăр, çак çимĕçпеле ĕçсе-çисе хавăнса (савăнса?) ташласа кайăр, эпир сире асăнар, эсир пире ан асăнăр. Пĕлни пулĕ, пĕлменни пулĕ, эсир ан асăнăр, ваттисем çамрăккисене валеçсе парăр. Пĕр турамран пин турам пултăр, теççĕ. Унтан вара эрексем, сăрасем ĕçеççĕ, тăпри çинче купăс каласа ташлаççĕ. Ĕçсе усĕрĕлсен, киле тавăрнаççĕ.

çин

(с’ин’, сокр. из çийĕн), поверх. Сятра. Шу çин, поверхность воды. ЧС. Лашана çырмана илсе кайса, шыв çин темĕн чухлĕ тăратрăм (больную). См. çийĕн.

çиллеш

то же, что сиплеш, обходиться с своим (материалом и проч.). Кан. Кивçен укçа илсе çиплешеççĕ. Не опечатка?

çит

(с’ит, с’ит’), достигать, доходить, доезжать, добираться, прибывать. М.-Чолл. Кăвак кашкăр калать: ан, çитрĕмĕр (слезай, мы доехали). N. Манăн (или: мана) киле çитесси инçе мар. Мне недалеко до дома. N. Вĕсем хулана пилĕк çухрăм çитсе кĕреймен. Они не дошли до города пяти верст. Сĕт-к. Орапая йăвăр тиярăмăр та, аран лăчăртаттаркаласа çитсе (çитрĕмĕр). N. Çитейместпĕр халĕ. Мы пока еще не доехали (до дома и т. д.), еще довольно далеко. ЧП. Икĕ усламçă килеççĕ, тарăн вара çитеççĕ. Çитин-çитмин мĕн тăвас, тавар илмесĕр юлас мар. Тим-к. Пуп çав вăхăтра киле çитнĕ, Украк часрах тухса тарнипе пупа çитсе çулăнса вара киле тарнă. Регули 1158. Вăл ман пата çитрĕ. Ib. Сан пата çитиччен килтĕм. Ib. 1127. Эп чӳркӳ патне çитрĕм. Чӳркӳ патне çитичченех шу тăрать. В. С. Разум. КЧП. Кĕркури çитнĕшĕн хĕпĕртесе, киле çитрĕç. Дошли до дома, радуясь тому, что Г. прибыл домой (с военной службы). Б. Яныши. Тăррисем хитре йоррисене йорлама çитеççĕ (прилетают). Баран. 86. Эпĕ хам çитес тенĕ çĕре çитсе пыраттăм. Изамб. Т. Пăр (град) карттус çине ӳкет те, пуçĕ патне çитеймест. Хора-к. † Ати кил-хошши çитмĕл отăм, çитмĕл отăма çитсессĕн атин килĕ полĕччĕ. (Свад. п.). Истор. Çар ертсе çӳренĕ чух вăл пĕр çĕртен тепĕр çĕре вĕçен-кайăк пек час çите-çите ӳкнĕ. N. Ыран тăват сехет тĕлнелле, завтра, приблизительно часам к четырем (тăват сехете — значило бы, чтобы в четыре часа быть здесь). || Догонять. Яргуньк. Кайсан-кайсан, çав лашана çите пырать (начал догонять), тет. Чураль-к. Лăпăрлă карчăк çите килет (догоняет, настигает), çӳхеме те çисе ячĕ, хама та çисе ярать. || Заставать, настигать. В. С. Разум. КЧП. Эпир авăн çапнă чух çăмăр çитсе çапрĕ. N. Ăшăмри чĕрем хускалчĕ, вилĕм хăрушăлăхĕ çитрĕ мана: хăраса чĕтĕресе тăратăп. Баран. 22. Вĕсем (гнус, насекомые) выльăха чĕрĕлех çисе ярасса çитеççĕ. || Доходить числом. Çутт. 142. Йăвăç пахчи пысăках мар, вăтăр ӳлмуççие анчах çите пырать (приблизительно доходит до тридцати корней). Чĕр. чун. яп. й-к. пур. 11. Сакăр пине çитсе перĕнет вĕт вĕсен шучĕ. N. Чĕмпĕртн чăваш шкулĕ те, 1862-мĕш çулта пĕр ачаран пуçланса 1870-мĕш çулта 9 ачана çитсе, шкул хисепне кĕнĕ. N. Пилĕк тапхăрччен хĕрĕхшер хут, хĕрĕхе пĕрре çитми суран туса çаптарнă. Арзад. 1908, 54. Инке пĕр купăста йăранĕнчен 15 пуç, тепринчен малтанхине З пуç çитейми каснă. Кратк. расск. 26. Эпĕ çĕр çинче çӳре пуçлани çĕр вăтар çул ĕнтĕ; çапах аттем-аннем çулĕсене нумай çитеймест манăн кун-çулсем, тенĕ. Орау. Вун çичче çитесси манăн тата пĕр уйăх; вунçич çул тултарма манăн пĕр уйăх çитмест. Мне недостает до семнадцати лет одного месяца. Регули 906. Воннă ут патнех çите пыратьчĕ. Было лошадей с десять. || Дожить, „достукаться“. N. Тĕнче тăрăх кайма патнех çитрĕмĕр ĕнтĕ, тенĕ Иван Петрович, хăйĕн юлашки ĕнине хырçăшăн илсе кайсассăн. Дожили (достукались) до того, что пришлось итти по миру, сказал Иван Петрович, после того, как увели у него последнюю корову за подати. N. Ситмĕле çитрĕм. Мне исполнилось 70 лет. Савруши. Çапла ĕнтĕ юлашки кун патне çитеççĕ (наступает...). N. Вилĕм ĕçне çитетпĕр. || Переходить, заражать (о болезни). Трахома. Упăшки чирĕ алшăлли тăрăх арăмне те çитрĕ. || Посетить, побывать. N. Ваçан çав арçын-юмăç патне те çитнĕ (посетил). Курм. Эпĕ Москова та çитнĕ. Я был и в Москве. N. Миçе хулана çитрĕмĕр, хамăр ял этемми курман. Во сколькях городах побывали, а своих деревенских не встретили. N. Халер аллă яла çитнĕ. Холера посетила пятьдесят селений. Кан. Кун пирки ĕç сута та çитсе пăхрĕ. Это дело побывало и в суде. Юрк. Виç-тăват çул хушшинче ку виç-тăват приказа çитет (перебывал в трех-четырех приказах). Ib. Çитнĕ çĕрте çырла темĕн чухлехчĕ. || Исполняться. N. Шухăшланă шухăш та тепĕр чухне (иногда) çитмес. N. Ун урлă калани çитнĕ. Шорк. Эпĕ шухăшлап та, çав авалхи çынсем сомаххи ман тĕлĕн (в отношении меня) çитсех пурать. Б. Яуши. Кушак çул урлă каçсан, ĕмĕтленнĕ ĕмĕт çитмест, теççĕ. (Поверье). Ала 62°. † Сирĕн пиллĕх пире çитес пулсан, ирхи сывлăш шывпе ким юхтăр; сирĕн пиллĕх пире çитмесен, Шурă Атăл çинче ким лартăр. || Доставаться; постигать. Хĕн-хур. Çынна хĕн-хур тăвакана тивлет çитмест (не даруется). Ст. Ганьк. Çав ылттăн хурт пылне хăçан та хăçан йӳçĕ çитерĕ, çавăн чухне çак çынна йӳçĕ çиттĕр. N. Мана мĕн çитсе ларчĕ, çавна эсĕ те асăнтах тытса çӳре. Ман çине çитни сан çине те çитмелле. N. Ĕçе тӳррипе тумасан, сирĕн çине ун çилли çитĕ. N. Сан суту пĕр сехетрех çитрĕ, тийĕç. N. Ăна та мĕн те пулсан çитĕ-ха. N. Кам пире çитнĕ инкекрен хăтарĕ-ши? || Достигать апогея. Орау. Эх, мăнтарăн çанталăкĕ! Пирĕн кун-çул çите пуçларĕ (какая благодать весною). Кан. Ак çитрĕ пурнăç. Альш. Ял çыннисем тиркешмесен, çитнĕ манăн пурăнăç. Ала 103°. † Ати лаши — сар лаша, кӳлтĕм тоххрăм чопмашкăн. Хампа ларттрăм сарă хĕр, сарай тавра çавăрăнтăм, ĕмĕр çитнĕн туйăнчĕ. || Доставать, быть достаточным, хватать. Альш. Пурне те çитнĕ чыс (угощене). Никам кăмăлĕ шăранмасăр юлни çук. Ib. † Улма йывăççине пас тытнă, ан чарăрсем, тăвансем: пире чыс çитнĕ. (Застольная песня). N. Кĕнеке çитмен пирки (от недостатка) сан патна вулама çӳреме тивет. Истор. Эсир мана кашни килĕрен виçшер кăвакарчăн, тата виçшер çерçи тытса парăр та, çитĕ (и довольно). N. Сире сахалпа çитес çук (малого количества вам недостаточно), сахалтан та (самое меньшее) сире пĕр пăт кирлĕ. N. Эх, çитмен пуранăç, мĕн чухлĕ çынна эсĕ тĕттĕме хăвартăн! N. Ачасемпе калаçса пăхасчĕ пирĕн, ун чухне мана ĕмĕр çитнĕн туйăнĕччĕ вара. ССО. Таванăмсем! пытанса выртасси çитĕ ĕнтĕ! О сохр. здор. Тӳшек питне малтан каланă пек вĕри шывпа вĕретсе тасат, вара çатрĕ те (вот и всё). N. Эпĕ мĕн çитменшĕн хамаăн чи çывах çыннăма сирĕн аллăра парăп? Чем люди живы. Симунăн вара пурăнăçĕ çитсе тăра пуçланă. Семен стал жить в достатке. Изамб. Т. Мункунта укçа илни çитмес (недостаточно того, что...), çăмартине те, хăпартуне те пухса çӳреççĕ (попы). Ib. Çитменнипе лашана сутса ятăмăр. N. Çитменнине тата атти (анни) пырса кĕчĕ. Ой-к. † Пус-кил арĕм сӳс тĕвет; эп те тĕвем, терĕм те, кисип çитмеç, терĕ, тет. Кисип илме карăм та, йăтти хăр-хам! терĕ, тет. Регули 247. Окçа çитменрен (scr. çитменирен) çӳремест вăл. Он не путешествует потому, что у него недостает денег. Ст. Шаймурз. † Шур кăвакал чĕпписем кӳл-кӳл урлă, сĕлĕ сапса сĕлĕ çитмерĕ. Н. Сунар. Халĕ ĕнтĕ, ватăлсассăн, ĕçлеме вăй çитейми пуçларĕ те, вăл мана хăваласа ячĕ, тенĕ. Н. Сунар. Вăл ĕлĕк çамрăк чухне аван ĕçленĕ те, халĕ, ватăлсан, унăн ĕçлеме вăйĕ çитейми пулнă. Качал. Патша хĕрĕ курчĕ, тит те, çакна, калать, тит: ма килтĕн, Йăван, тесе каларĕ, тит. Эпĕ пĕтни çитмеçт-и? Кай, атту пĕтетĕн эс те, тесе каларĕ, тит (она). Пазух. Сирĕн пек ырă çын, ай, умĕнче тата тутлă чĕлхем, ай, çитмерĕ. Кожар. Пичĕшин, кахаллипе ĕçлемесĕр пурăнса, çиме те çитми пулнă. Его старший брат стал скудаться едой. Юрк. Чиркĕве кĕрсен, çав аллинчи çуртисене кашни турăш умне çутса ларта пуçлат. Пурин умне те пĕрер çурта лартсан, пĕр турăш умне лартма çурта çитмест. Ib. Сана уйăрса пани çитмен халĕ. Мана мĕн чухлĕ патăр? N. Пурăнăç çитмен пирки выçăллă-тутăллă пурăнса аран ӳскелерĕм. ЧС. Ачасене татах тем çитмес: кушилти çăмартана капăр (вдруг, сразу) тăкса яраççĕ те, пĕри те пĕри илес тесе, сыранса ӳкеççĕ. N. Вăл панипе çитмерĕ. Данного им не хватило. N. Саххăрпа çитет поль. Сахару-то, поди, достаточно (т. е. больше не надо). N. Ĕлĕк пирĕн нихçан та çиме çитместчĕ. Якейк. Эс мана окçа тыр вырнăшăн кĕт çитимирах патăн (не додал). Ib. Çорт лартма Иванăн хатĕр çите пырать. Иван почти что приготовил материал для стройки. Яжутк. Çулталăкне çĕр сумпа çите. Будет достаточно ста (ассигнованных) рублей в год. Юрк. Çĕнĕ-çын чухне хунямăшне пĕр витре шыв карташĕнчи пуссинчен кӳрсе пама ӳркенекен çынна, халĕ тата таçтан аякран та пулин ирĕксĕр тултас пулат. Ахаль те чăлах япалана, наяна, çитнĕ те... тытăнат хуняшшĕне: пус та туса памарĕ, тесе, вăрçма. Собр. Ĕçсе çитнĕ, тек ĕçсе капан тăвас çук, теççĕ. Йӳç. такăнт. 37. Ну, кум, ан ятла çисе те, ĕçсе те çитрĕ. Манăн каяс ĕнтĕ, питĕ ĕçсĕр пултăм. || Касаться. N. Лашине куритене çитмеллех кăкарман. || Сравняться. Янш.-Норв. Тĕр таврашĕнчен вара ăна çитекенни те çук: ăна хуть те мĕнле тĕр пуçласа пар, вăл ăна пĕр самантах тума вĕренет. Собр. Тӳрĕ пурăннине ним те çитмĕ, теççĕ. (Послов.). N. Ача-пăчана ху куç умĕнче тытнине нимĕн те çитмест. N. Вĕсен çулчисене, кăларичченех (до вырытия корнеплодов), татманнине нимĕн те çитмест (лучше всего не рвать). N. Нумай тĕрлĕ суран пур, чĕре суранне çитеймест. N. Эсир ăçта мана çитме! Тăв. 37. Ну-у, кăна уш ан кала та. Ваньккана Кирукăн çитме питĕ инçе. N. Ку Якор патне çитес çок. Ему с Егором не сравняться. С. Айб. † Нумай пĕтет, сахал çитет, пĕрле тăнине мĕн çитет? || Приближаться. N. † Хăят çите пуçласан, хĕр пухăнать урама; Хăят çитсе иртсессĕн, хĕр саланат урамран. СТИК. Эс миçере? — Çирĕмре.— Эй сана салтака кайма вăхăт çите пырат иккен! (Выражает близость солдатчины, не указывая на приближение во времени). || Успевать, подоспевать. С. Айб. † Савнă тусăм аса килнĕ чух çитеймерĕм эпĕ чыспала. БАБ. Ку тукатмăш хĕвел аннă вăхăтра вилчĕ те, çĕрле пулса çитиччен ун вилни çинчен пĕтĕм ял пĕлсе çитрĕ. Собр. † Пире курайман тăшмансенĕн куçĕ ăçтан курса çитет-ши? Орау. Иванĕпе Макарĕ çитнĕ те унта (уж там, везде поспевают шедьмецы)! В. С. Разум. КЧП. Вăл килессе кĕтех тăрса урока çитеймерĕм. || Вернуться, обратиться на... N. Хам тунă йăнăшсем хамах çитрĕç, вĕсем пуçăм çинчи çӳçрей те йышлăланчĕç. Нижар. † Кайăк-хур пырать картипе, кайри мала иртминччĕ: эпир çакăнта ĕçсе çисе юрлани хамăр хыçран çитминччĕ. || Наступать. Юрк. Çитес пин те тăхăрçĕрмĕш çулта. В будущем 1900 году. Орау. Çитес хĕлте (будущею зимою) кĕлетне кăлараймăпăр-и-ха, сыв пулсан! Четырлч. Çитнĕ çулхи (наступившего года) куланай пулат, çак парăмсене тырă пулнă çул пурне те ытаççĕ. Якейк. Пирн те каяс çиттĕр поль. Поди и нам наступила пора уходить. (уезжать). СТИК. Çитес вырсарникун, çитес эрнере, çитес уйăхра. (В этих выражениях „килес“ не употребляют). Ib. Çитес праçникре тата килĕр. Кан. Етĕрнери эрех савăчĕ-çуртне çитес кунсенчех юсаса çитереççĕ (кончат ремонтировать). ТХКА. Тăхти, çитес çул клевĕр лартам-ха, сана вара клевĕр пăтти пĕçерсе парам, клевĕр кукли туса çитерем. Чхĕйп. Вара вăлсам çитес каç, юпа тăвас тенĕ чух, пĕр пĕчĕк сĕтел, тата тепĕр пĕчĕк пукан туса хатĕрленĕ. ГТТ. Ваттисенче вилнĕ. Умер (-ла) в старости. N. Анчах вăл вăхăт çитсех çитмен пулĕ ахăр (видно еще не совсем наступило). N. Ача çурални сакăр кун çитсен (когда исполнится в дней со дня рождения ребенка). ЧС. Манăн асанне вилни пилĕк çул çитет ĕнтĕ. НАК. Киле каяс вăхăт çитерехпеле, когда уже приближалось время отъезда. || В качестве вспомог. гл. N. Новгород пĕтĕмпех пĕтсе çитнĕ. Баран. 107. Тинех вара вĕллере йĕрке килсе çитет (наступает порядок). N. Вĕренсе çитсе кĕнеке вулăр, хытă çĕре кăпăк тăвăр. Ала 62. Пурте ларса çитсен, когда все усядутся. Ib. 80. Ĕçсе-çисе çитсессĕн, вырттарса çывратрĕç старике. Чăвашсем. Çутăлса çитсен, когда рассвело (-ет). Пĕтĕмпе тĕттĕм пулса çитсен, когда совсем потемнело (-ет). Виçĕ пус. 17. Начарланса çитет. В. С. Разум. КЧП. Микулай ӳссе çитнĕ. О сохр. здор. Пирĕн ĕçе çавăн пек: тасалса та çитме çук (т. е. не находишь времени привести себя в порядок). N. Çамрăк ачасем салтака кайиччен нумай вĕренсе çитеççĕ. N. Мĕнле ку чиновниксем, улпутсем пит „кăмăллă“ пулса çитрĕç? N. Килсе çитнĕ. N. Пурăнсан-пурăнсан, хай чир чиперех пусмăрласа çитет. N. Начарланнăçем начарланса çитнĕ. Чума. Вăй-хăвачĕ пĕтĕмпех пĕтсе çитнĕ (у нее). N. Выльăхсем самăрланса çитрĕç. Цив. Çырмана лашасене тытма пырса çитрĕ. Н. Сунар. Вăл ман пата чупса çитсе (подбежав), мана калар. Бес. чув. 4—5. Ун çинчен: ку пуйса çитрĕ, теме те юратьчĕ. N. Кунта халăх пайтах пуçтарăнса çитнĕ иккен. СВТ. Тата ача пĕр-пĕр чирпе чирлĕ пулсассăн та, сывалса çитиччен ăна шатра касма юрамасть, теççĕ. Альш. † Ӳссе пĕвĕм çитсессĕн, эпĕ усал пултăм-и? (Хĕр Йĕрри). N. Вĕсем мана эпĕ аптăраса çитнĕ вăхăтра кклсе тапăнчĕç. N. Курăк ирхине чечеке ларса çитет. N. Сан хаярлă-хунтан хăраса çитрĕмер. N. Сывлăшăм пĕтсе çитрĕ. N. Шăп тăват сехет тĕлне килсе çитрĕ. Пришед ровно в четыре часа (секунда в секунду, без опоздания). || Быть готовым (доходить до того, что...). Юрк. Хăшне пăхнă, ăна, юратлипе ытараймасăр, чуп-туса илессе çитетĕн. Н. Шинкусы. Тем парасса çитнĕ. Был готов отдать не знаю что. См. ахаль ту. БАБ. Юман хăй тĕреклĕ, çирĕп те, кăмпи те хăватлă теççĕ, курăнать; таçтан илессе çитеççĕ сассим (готовы взять откуда бы ни было). || В чувашизмах. Четыре пути. Çитĕнсен евчĕсем ăçтан çитнĕ унтан (отовсюду) пыра пуçларĕç. N. Ăçта çитнĕ унта, куда ни пойдешь — всюду... N. Ăçтан çитнĕ унтан, со всех сторон, отовсюду. ТММ. Ăçтан çитнĕ туйăма, кушак пуç пек хыпама.

çитĕнтер

понуд. ф. от гл. çитĕн, вырастить. N. Улма йывăççисем сыпса çитĕнтерме, пыл хурчĕсем пăхма, выльăх-чĕрлĕх пăхма вĕренетчĕç. Сĕт-к. † Эпĕр туя кайман-и, инке илсе килмен-и? Отмăл копа айĕнчен олталаса клартăмăр, çитмĕл копа айĕнчен çитĕнтерсе килтĕмĕр. Кумак-к. Аттепе анне мана пĕчĕккĕ чухне вăй çитнĕ таран аван ӳстерсе çитĕнтернĕ.

çитмĕл

(с’итм э̆л’), семьдесят. Ст. Шаймурз. † Савнипеле савни савăшнă чух, çитмĕл рай алăкĕ уçăлчĕ. Якейк. † Çичĕ пуслăх хĕрĕшĕн çитмĕл хуçăк полтăмăр (изломались, искривлялись, т. е. ташласа и пр.). КАЯ. Çитмĕл те çич тĕслĕ таса курăк. (Из моленья). БАБ. Унтан хама шăтăкран пăхма хушрăç. Эпĕ пăхрăм та, çитмĕл те çичĕ тĕслĕ япала куртăм. (У чуваш: çитмĕл те çичĕ тĕслĕ этем, çитмĕл те çичĕ тĕслĕ выльăх çĕр çинче). N. Çул çине кайсан та, ир тăрсан та, каç выртсан та çитмĕл те çичĕ тĕрлĕ куç, çитмĕл те çичĕ тĕрлĕ этем, çитмĕл те çичĕ тĕрлĕ кайăк, çитмĕл те çичĕ тĕрлĕ сенкер-сехмет, çитмĕл те çичĕ тĕрлĕ хаяр-усала сир. (Моленье). ТХКА 74. Масар çинчи çĕнĕ вилĕсене шутлатăп та, çĕнĕ вилĕ пурĕ икçĕр çитмĕл те ытла кăçал пытарни. N. Çитмĕл пилĕкшерлĕх кивĕ укçа (монета по 75 денежных единиц). || Двадцать копеек серебром. Панклеи. Атти, тăрса йорлам-и? Хĕреслĕ тенкĕ парат(ă)н-и? Çине çитмĕл парат(ă)н-и? Ib. Илсе тавăрнтăм та, тирне сӳсе виç тенкĕ те виç çитмĕле (за З руб. БО коп.) соттăр-и, тет. Собр. Тăват кĕтесре тăват сĕтел, тăват сĕтелре тăват çитмĕл, тăватă çитмĕл пулмарĕ, атте ачи пулчĕ.

çиччĕш

, çиччĕшĕ, семь из них. || ГТТ. Уйăх çиччĕшĕ, тăххăрĕшĕ. См. уйăх. || Поминки на седьмой день посде смерти. ЧС. Татьянă вилни виçĕ кун иртсессĕн, пĕр путек пусса, çиччĕшне турĕç. Аттик. Вилни çич кун иртсессĕн, çиччĕшне тăваççĕ. Çиччĕшĕнче ялан, арçын вилĕ пулсан та, хĕр арăм вилĕ пулсан та, сурăх пусаççĕ. Н. Яха-к. Çын вилсессĕн çичĕ кунтан çиччĕш тăваççĕ (род поминок). М. Сунч. Чăвашсен, çын вилсен-тусан, ăна хăйсен йăлипе тирпейлесе пытараççĕ те, çиччĕш тăваççĕ. Çиччĕш тесе ак мĕшĕн калаççĕ ăна: çын вилсен, ăна пытараççĕ те, виçĕ кунччен масар çине çичĕ хут кайса килеççĕ; çичĕ хут масар çине кайса килнĕрен пумилккине те çиччĕш теççĕ. Унта хывма тесе, çимĕçсем, сăрасем эрехсем илсе каяççĕ. Сред. Юм. Çын вилсен, çиччĕмĕш кôнĕ çиччĕшне тăваççĕ. N. Ăна пытарни виçĕ кун иртсессĕн, çиччĕшне тăваççĕ. Çиччĕшне тунă çĕре е сурăх пусаççĕ, çук-çынсем пĕр чăхă пусаççĕ; вăл ашĕсене çав каçах çисе яраççĕ, çисе ярайманнисене тăкаççĕ. N. Унăн çиччĕшне виçĕ кун иртсен тăваççĕ. Унăн çиччĕшĕ çине чăхă пусаççĕ, вăй çитекен така пусать, унăн çиччĕшне тунă чухне çавăн пекех куймаксем пĕçереççĕ, е чăхă, е така пусаççĕ те, çав каçах çисе пĕтереççĕ, унăн ашне хăварма юрамаçть, теççĕ. Чхĕйп. Унтан вара, пытарас ĕçне пĕтерсен, çиччĕшне тунă; çиччĕшĕ — вăл çын вилсен виçĕ кунтан асăнас вырăнне пулнă. (У автора Чхĕйп. сказано в одном месте что „çиччĕш“, бывает через, три дня после смерти, а в другом — „çиччĕш“ то же самое, что обряд „вилнĕ çынна елĕк ватăсампа, ашшĕсемпе, пур тăвансемпе ертсе яни“, что не всегда может быть, ибо последний обряд бывает после „юпа“, а „юпа“ совершается лишь в определенное время года).

çу-шур

масло всякое и сало. КС. КАЯ. Тепĕр ăстарикĕ леш вăкăр илсе килнĕ çĕре кашни килтен кĕрпе-çăнăх, çу-шур, апат пĕçерме сăра хурансем пухса хатĕрлет.

çукрах

немного, менее. N. Канавĕ тарăнăшĕ икĕ аршăн пулчĕ, çиелти, сарлакăш — виçĕ аршăн, тĕпĕ — аршăн çукрах (поменьше аршина). Н. Шинкусы. Çапла чыкан вара пирĕн куккасенчен ултă тенкĕ яхăн укçа илсе, çур сысна çукрах (немного менее половины туши) какай илсе тухса каяс тесе, тăратьчĕ (хотел уходить). || С афф. З-го л.— тот, кто победнее. N. Çукраххисем ку мимесене хăйсем пекреххисем пĕрле пулса тăваççĕ.

çул

çол хватать. См. çăл. КС. Çуçĕнчен çулса илтĕм те, лайăх тăпăлтартăм. Пшкрт: хол’џ̌ы̆ чэ̆ппӓ солзилчэ̆ т̚ӓ сэ̆клӓзӓ ҕары̆. Ib. с’олзиыл! Хватай! Ерк. 141. Анчах халĕ мĕн куран: йăвама тустарса, чĕппĕме-хĕрĕме çулса илнĕ хурчăка. Яндоби. Уна вара тарçисем çолса тытнă, патша патне илсе кайнă. Ib. Иван ăна çолса тытрĕ, кайăкăн тĕкки тухса юлчĕ, тет. Пус. Пĕр тăмана пычĕ, тет те, çиях пуçларĕ, тет, тырă. Старик çулчĕ-тытрĕ, тет, тăманана. Якейк. Микколай окçи хот окçи, Ямаш çинче вăй выллят, никам çавăрса тытимар! Мари çолса тыттăрĕ. Собр. Сасартăк ун сухалĕнчен пĕр шыври ăстарик çулса тытнă (ухватил). Панклеи. Çолтăм-илтĕм кашкăр хӳрине. Кашкăр тортăнма тапраттĕр. Капк. Труках хыçалтан çулса илчĕ, тет. Якейк. Çолса илсе, тылласа анчах тăкăп. (Угроза избить). Кан. Кăкăртан çулса тытнă та, икĕ хуччен чышнă. М. Тув. † Туми шупăр — шур шупăр, Тумкă çинче вăл вĕçет; никам çулса тытаччен, Терентти çулса тытăрĕ. || Переносно — задевать. N. Тата ăçта-мĕн пĕрле пухăнса ларнă çĕрте пĕр çынна çулса илсен (если за него примутся), ăна вара персе чиксе путарсах антараççĕ. Çав çынна айăплани, çисе калаçни — вăл вĕлерни пулать ĕнтĕ. Собр. Яла килнĕ мур пĕр ĕнешĕн уйăрса каяймĕ, пурне те çулса илĕ, теççĕ. (Послов.) СТИК. Мана çулса илмерĕç-и? (Çулса илес, схватиться за кого-нибудь в разговоре, задеть чью-либо личность, приняться жарко спорить, ругаться.

çул

çол (с’ул, с’ол), год. Альш. Çакă улт-çичĕ çул хушшинче, за последние за эти 6—7 лет. Ст. Чек. Укçипе пĕр çул вăкăр, пĕр çул тына илеççĕ. N. Пин те пилĕкçĕр аллăмĕш çулсенче, приблизительно в 1550 году. Н. Карм. Ефим пичче вилни икĕ çул ытла ĕнтĕ (уже больше двух лет, как...). ТХКА 69. Выçлăх çулне, ытти ачасемпе пĕрле, ман шăллăма та Мускăва илсе кайнăччĕ. Чт. по пчел. № 17. Пĕр сакăр çул пулĕ, лет восемь тому назад. N. Çтена çине кашни çын ячĕпе (во имя), вун çул иртсен вилнĕ çынсен ячĕсемпе пĕрер çурта лартаççĕ. Чăв. й. пур. 5. Пĕр виçĕ çул хушшинче (приблизительно за три года) пирĕн ял пит улшăнчĕ, ĕнтĕ. Изамб. Т. Авланни тăватă çул иртсен, через 4 года после женитьбы. N. Вĕсем икĕшĕ çул сиктермесĕр çуралнă. Они погодки. Ала 25. Иван, эпĕ сана ырăлăх турăм, эсĕ те мана виçĕ çулсăр ан ман. Сред. Юм. Куккук алтнă чохне: эп вилесси миçе çол, çавăн чол алт, теççĕ. (Поверье). Кан. Хусанта, клиникре, 10—12 çулсем куçсăр пурнакансене те тӳрлетсе яраççĕ. Ib. Вăл амана (пчелиную матку) унтан илсе, ик çул çине кайнă ама (матку) ямалла. N. 1850-мĕш çулсем персе çитнĕ: тĕне кĕмен чăвашсем авалхи чăваш тĕнĕпех пурăннă, тĕне кĕнисем пĕтĕмпех тутар енелле сулăна пуçланă. Виçе пус. 6. Пĕр вырăна çул сиктермесĕр тырă хыççăн тырă акса тăрсан, çĕр тăнчах хăрса, начарланса юлать. N. Сыв пул, тăванăм, нумай çула! Шибач. Виç çола кĕрчĕ ĕнтĕ — кайман. Уже третий год, как не ездил. || О возрасте. Орау. Ик çул çурхи ача. Ребенок двух с половнной лет. Ib. Пилĕк çула çитесси тата ик уях-ха. Остается два месяца до пяти лет. Юрк. Çулă авланма çитнĕ. Ты уже жених (тебе пора жениться). N. Ман çак ача виç çолшĕнче (по третьему году) тин отма поçларĕ. N. Вăл çирĕм çул тултарнă. Ему уже двадцать лет. N. Вăл çирĕм çула çитнĕ. Ему двадцать лет. N. Санăн аслаçу сакăрвунă çултан та иртнĕ пулĕ (т. е. ему за восемьдесят). Баран. 158. Час-часах уяр çулсем те килкелеççĕ. N. Ытлашши кунлă (высокосный) çул (ытла кунлă çул). N. Çул — год (возраста), пропускается в выражаниях: çирĕме, çирĕм икке çитсен; эсĕ миçере? — Утмăла çитнĕ, утмăла пуснă (60-ый год , утмăлтан иртнĕ, утмăлсенче пур-тăр (60-ти лет, а м. б. и больше), утмăлсене çитнĕ (лет шестьдесят, но не больше?), утмăлсем патнелле çитсе пырать пуль ĕнтĕ. Янорс. Мана тăхăр çул çитсен, эпĕ вара вăтана пуçларăм. Ивановка. Эпир Хусан кĕпĕрнинчен куçни пĕр пилĕк-улт çул иртсессĕн, пирĕн яла шкул лартса пачĕç. Ib. Çула эпĕ Чĕмпĕре прошени ярса пăхрăм та, мана калла, çул иртнĕ (прошли годы, слишком стар), тесе, çырса ячĕç. Трень-к. Мана аттепе анне, эпĕ çичĕ çул тултарса саккăр çула кĕрсенех (как только мне пошел восьмой год), хут вĕренме пачĕç. Симб. Эпĕ хама хам астума улт-çич çултанпа тапратрăм. Я помню себя лет с шести-семи. Ib. Вĕсем вĕренсе тухсан, эпĕ те тăхăр çултанпа (с девяти лет) шкула çӳре пуçларăм. М. Карач. Эпĕ астăватăп хам пĕчик чухнехине пилĕк çултан. Я помню себя с пяти лет. Альш. Эсĕ ачăна илме тепĕр çулне кил, ун чухне лайăх вĕрентсе кăларăп, тесе, каласа ячĕ, тет. N. Шкулта первейхи çулне вăл шатрапа (чечепе) чирленĕ. ГТТ. Эпĕ астума тытăнатăп пилĕк çулта чухне. СТИК. Манпа пĕр çулта. Мы ровесники. Ib. Хăйпе пĕр çултараххипе, с человеком, который приблизительно того же возраста. Урмай. Вунă çулта чух, вунçич çулти ача пек (он был). Изамб. Т. Пирĕн ялта пĕр сакăрвун пилĕк çулти (лет восьмидесяти пяти) старик пур. Ib. Шăллăмсем: пĕри сакăр çулта, тепĕри пилĕк çулта. Одному из моих братьев (которые моложе меня) восемь, а другому пять лет. Шинар-п. Ун чухне эпĕ пĕр çичĕ çулта анчахчĕ. Тогда мне было лет семь, не больше. Иваново. Ку ачасем нумай çулта пулман: чĕлхесĕрри пулĕ пĕр ултă çулта (лет шести), тепĕри унтан кĕçĕнни (моложе его) пулнă. N. Эпĕ ун çулне çитес çук. N. Çулĕ çав пулчĕ. Нынче такой год. N. † Çарăмсанăн леш енче хĕвелтен те çутă чечек пур. Шанмасса çулĕ килĕнччĕ. Ах, тăванçăм, уйрăлмасса çулĕ килĕнччĕ! Б. Олг. Каран, пер порнсан-порнсан, салтака чĕнчĕç пичия пин те сакăрçĕр вонвиç çолта. ТХКА 71. Шалта Иванĕ, пирĕн Петтяпа пĕр çултаскер: эпĕр шурă пăтă çиетпĕр, тесе мухтанать, тет, вара... Орау. Кăçалхи çулта, çак иртсе пыракан çулта, в текущем году. Ib. Пĕр ватă суккăр анчах: виçĕ çулта пĕре (раз в три года) вунвиçĕ уйăх пулать, тет. Регули 930. Ку çолта çаплах вăл чĕнсе. ТММ. Аллă çултан — паллă. Ялав. Пĕр çулне (как-то в один год) пирĕн атте саппашкă капанĕсене хураллама кĕрĕшнĕччĕ. БАБ. Миттюс, вăл пирĕн ялсем, старик: пĕр утмăл çула çитнĕ. N. Чарăнма йĕрки çук, тепĕр çулсăр чарăнмаç, теççĕ (война). N. Вăл ман çола çитсе вилчĕ. Он умер в моих летах. Ст. Чек. Çул урлă, через год (аlternis annis). || Возраст, достаточный возраст. МПП. † Савнă тусăм, хура куçăм, илеймерĕм çулăм иртиччен. СТИК. Ун çулне çитес çынсем-и вара эпĕр! Нам-ли уж дожить до его лет. Т. Григорьева. † Ĕнтĕ пĕвĕм те пур, çулăм çук. Янтик. † Пиреех те çырнă çын ачи лартăр халĕ çулĕ çитиччен. Подл.-Шигали. Çавă Шăхальсен, ай, хĕрсем, ларччăр халĕ çулăм, ай, киличчен (до моего совершеннолетия).

çул уçăл

открытие „дороги“, устранеиие препятствий. ЧС. Вара атте, тепĕр пичче, шăллăм пĕр сĕвем çиппе хуран илчĕçĕ те: çăл пуçлама каятпăр, тесе, кайрăçĕ. Çав çиппе пирĕн, вилнĕ çыннăн леш тĕнчере çӳреме çулĕ уçăлтăр тесе, валашка пуçне çакса хăвараççĕ. Шыв илсе килсен, пичче Митри куçăнчи, хулхи шăтăкăнчи, сăмси шăтăкăнчи пурçăна илчĕ те, кĕпи-йĕмне çурса кăларчĕ. Вара çăва пуçларĕ. Çунă чухне виççĕн çурĕçĕ.

çулĕ

раз; встреч. в некоторых оборотах. Халапсем 26. Лешĕ, вилнĕскер, пин хут чĕнсен те чĕнес çук япала, ку çулĕ те (и на этот раз) пĕр чĕнмесĕр лара парат. Чăв. й. пур. 30°. Ăна та икшер кăмака пĕр çулĕ (в раз) пĕçерттерсе хунă. Юрк. Ку çулĕ (на этот раз) ку та ăна хирĕç çĕлĕкне хывса илсе: сыв-и? тесе, ыйтса алă та тытат. Тепĕр вăхăтра тата, çапла урам тăрăх пĕччен утса пынă чухне, кăна каллех тĕл пулса, çапла пуççапса илет. N. Ку çулĕ те çапла! тарçи пит вăрах çисе ларсан, тăранса сĕтел хушшинчен туха пуçласан, пупĕ кăна каллех: итле-ха, ирхипе кăнтарлахи апатна çирĕн, пĕрех-хут каçхи апатна та çисех тух ĕнтĕ, тет.

çул кай

выходить (выезжать) в дорогу. Хурамал. Вăл, çул каяканскер, пĕр ялта хăна килне выртма кĕнĕ. Юрк. Еврей çул каяс умĕн хăйпе пĕрле илсе каймалли япала хатĕрле пуçлат.

Çулав

(с’улав), назв. урочища и киремети. Орау. Çулава каяс, ехать молиться çулав’у. Ib. Эту киреметь зовут чун – илен, вероятно, потому что она требует в жертву животных. Ib. Çулаври кĕлле (киреметь) — Вырăс Сурăмĕнчен илсе килнĕ, тет, хапрăк хуçи. Тăваткал çерем илсе килсе пăрахнă та, çавна пуççапмалла пулнă. Çулав 25 çухрăмран тытса тăнă (имел влияние или хватад на 25 верст). Г. А. Отрыв. Киреметне кăвакалсам панă пулмалла, хурсам, Кĕпешне киремеч хыр пенче Çулавра та пулнă (Елĕк енче самай) аслă киремет, тата Пайăк пенче пулнă (здесь точка?) „Çулав киремеч“ (çулав вăл уй яч, вăл авалах çулав тиç те, çулав — пĕлмеç ăна мĕне пĕлтернине. || Назв. оврага. Цив. Çулав (çырма). || Назв. поля, около д. Унгазем, Цив. р.

çулла

çолла (с’улла, с’олла), мазать. || Лизать. См. çула. Панклеи. Эпĕр мĕнтен пит ăста? Пички тĕпне тĕрлекен, шайкки тĕпне тĕплекен, корки тĕпне çоллакан — çавăнпа эпĕр пит ĕссĕр. Ib. Кашкăр тос, минем (мозг) йохать, çолласа тасат-ха! (Из сказки). Хăр. Паль. 11. Пальля шӳрпе сыпнă чухне, сыпмассерен кашăка лайăх çулласа илсе çиет. || Отесывать гладко, умело.

çум

çом (с’ум, с’ом), бок. Яргуньк. Эпĕ çума хыпаларăм та, манăн çумра пĕчĕк çĕçĕ пур. Орау. Хĕççине çумне çакса çӳрет (с боку). || Место, находящееся рядом. Регули 1131. Пирĕн ял çомĕ çулла вырăн. || Употреб. в качестве послелога и обозначает больщую близость к предмету. Для различных лиц: çума (çумма), çумна, çумне, çумăмăра, çумăра, çумне, çумĕсене, çумра (çумăмра), çумăнта, çумĕнче, çумăмра (çумра), çумăрта (çумра), çумĕнче (çумĕсенче). В некот. гов. встреч. сан (хăвăн) çомра, сирĕн çомра. Регули 1139. Вăл ман çома кисе тăчĕ. N. Ку хутне сĕтел çумне çыпăçтарăп (безразлично, к какой части, или с какой стороны стола). N. Хĕрес çумне пăталанă. Изванк. Тата кирек мĕн сиен пултăр тесе, çурт çумне пĕр-пĕр çĕре укçа пырса чикеççĕ. N. † Сартумккаран илтĕм сар лаша, Самар лапки çумне кăкартăм. N. Шкул пӳрчĕ çомне çĕр касса панă. Завражн. Ман çомран пĕр виç аршăн аякра утса пычĕ (шел рядом аршина на три от меня). Толст. Çынсем çунисем çумĕнчен (рядом с..) тумтир çухисене тăратса утса пыраççĕ. N. Тата урапа тул(к)кисене Рамансен çумне çакнăччĕ те, вара Михаил Павлов манăн урапа тул(к)кисене исе кайнă. Кĕвĕсем. Савни, çумна кĕмесен, сăмах ан хуш, куç хĕстер. Тайба-Т. † Чипер ача кулянат савни çумне кĕменрен. N. Вут çумне, сулахай енне сĕтелпе тенкел лартаççĕ. N. Шкул çумне темĕн тĕрлĕ аван анкарти, тата пахча туса хучĕ. Регули 1138. Пирĕн çомра (рядом с нами) порнать; вăл ман патра (у меня) порнать. Ib. 1136. Кăмака çомĕнче (у печи) тăрать (выртать). Ib. 1134. Йăвăç çомĕнче (йăвăç айккинче) çакăнса тăрать. Висит на дереве. Юрк. Юпа çумне ăвăс çурта çутса лартаççĕ. Пазух. Хăйĕ ларать хурăн, ай, тăрринче, çунаттисем пĕлĕт, ай, çумĕнче. МПП. Пыршă çумĕнчи çу. Юрк. Ачана мĕшĕн йĕртетĕн, кӳр-халĕ хама, тесе, хунямăше йĕрекен ачине хăй çумне (хăй аллине) ыйтса илсе йăпата пуçлат: апу, ачам, мĕшĕн йĕрен, ан йĕр! Ачи аван иккен, ашшĕ пекех! тет (упăшки салтакра чухне пулнă ача çинчен). Регули 1140. Орăх утсам çомне кӳлтĕм; орăх утсам патне ятам. Ib. 1132. Йăвăç çомне тăратрăм. Ib. 1133. Ман алă çомне çипĕçрĕ (= çыпăçрĕ). Козм. Пăраххот кантор çомне ларат (пристает). Тăв. 35. Иртнĕ вырсарникун Карук вăйăра ман çума кĕнĕччĕ. Истор. Ун çумне сыпса тата пысăк çурт тутарнă. N. Утă çумне кăкарса таки ан тытăр. N. † Сарă варăм хĕрсене хамăр çомала лартрăм. Шибач. Контине (свое лукошко) йоман çомне çакрĕ те хварчĕ. Регули 1135. Орăх тавраш çомне хотăм. ТХКА 105. Ман пуртă тикăра çурмаран касса татса, пĕр хыр çумне (в сосну) тăрăнса ларчĕ. Хыр çумĕнчен пурта кăларса илтĕм. Рук. календ. Квитанция çумне (к квитанции) пичет пустар. Ст. Шаймурз. Ăйхăран вăраннă çĕре сĕтел çумне çырса хунă. Когда она проснулась, нашла надпись... О сохр. здор. Ерекен чир сывă мар çынăн ӳчĕ çумĕнче анчах пулмасть, унăн кĕпи-йĕмĕ çумне... те çыпçăнса юлать. Юрк. Стена çуммĕнче пĕр кĕсле çакăнса тăнине курсан, пĕр вырăсĕ çав кĕслене аллине илет те, тытăнат кĕсле калама. Ib. Çтена çумĕнче вĕсем тĕлĕнче кĕлетки çакăнса тăрат. Кан. Куславкка урамĕсенче, çтенасем çумĕнче: индустри зайомĕ облигацийĕсене илĕр, тесе, çырса пĕтернĕ. N. Сулахай пĕçĕ çумчен шенеле çĕмĕрсе карĕ, ӳте кăшт анчах лекмен. N. Ман çĕлĕк çумĕнче сан мĕн ĕç пур? N. Уруна хорăн çомне хырса тасат. Хорăн çомĕнче тасат. Кан. Çуртсем çумĕнчи вывĕскăсем çине чăваш чĕлхине темле те кукăртса çырса хунă (написано искаженным чув. языком). N. Çтина çумне çырса хăварсаттăм. N. Арча çумне питĕркĕç тунă. К сундуку приделали запор. N. Урана йăвăç çумĕнче хырса тасатрăм (выскоблил, вычистил). Н. Кожары. Çĕççе кăмака çумăнче хырса çивĕçлерĕм. N. Ман урасем пылчăклăччĕ. Эпĕ карăм та, юпа (хурăн) çумăнче тасатрăм. N. Юпа çумне кайса тасат уруна. N. Хурăн çумăнче уруна тасат. (Это верно). N. Урана картлашка çинче тасатрăм. Н. Лебеж. Çурçĕр тĕлĕнче çумран (с моей постели, буквально „от меня“) тăрса карĕ. Артюшк. Туратне пĕрене çумĕнчен касса пăрах. Очисти бревно от сучьев. Орау. Ах, мур! сан çулăнта çынсен ачисем пурăнăç çумне кунĕн-çĕрĕн ĕçлесе хушаççĕ, эс пуррине салатан. Ах, ты, дрянь, в твои годы другие уж зрарабатывают, а ты все теряешь! || Указывает на нахождение предмета при ком-либо, т. е. за пазухой, в кармане и пр. Ау 13°. Пуртине çумне çакрĕ, тет. Хора-к. Пуртă илтĕм, çумма чикрĕм. Юрк. Кĕрӳшĕ куркинчи сăрине ĕçсен, укçине хăй çумне илет. Регули 1141. Ман çомра (при мне) окçа пор. Юрк. Карчăк, укçана акă эпĕ кунта, ешчĕке, хутăм; хампа пĕрле çумра ярмуккана илсе çӳресен, кăларса-туса илесрен хăратăп. Якейк. Виççĕр тенкĕ окçам çомăмра (при мне). Микушк. Арчи уççи анне çумĕнче (у матери, при ней, напр., в ее кармане и пр.). N. Çомма окçа похасшăн, чтобы собирать деньги. Тяптяева. Эпир сутса (лошадей), сана укçине парса, хамăр çума виçĕ пус хăварас тесе, шухăшларăмăр. Хорачка. Кĕçĕн-кĕрӳ кăчкăрса çӧрет: атьăр тоя! Арăм пор-тăк, арăмне илĕр çома, арăм çок-тăк, волашка илĕр (кĕпе волашки), ачи пор-тăк, ачине илĕр, ача çок-тăк, токмак илĕр. Панклеи. Йолашкине çомне чикет. Остальное взял с собою. N. Вулăсра укçасене пăхса тăракансем укçасене хăйсем çумне илнĕ. Кан. Пĕрин çумĕнче те хĕрес кураймăн. Якейк. Хора шарçа килĕшет, çома (на себя) çаксан килĕшет. || Вместе с..., попутно. Альш. Ăна (их) вăрçтаракансем çумĕнчен пĕр-икĕ ăса кӳртекен те пулат... Ib. Тепĕри татт ун çумĕнчен ача-пăча тăманнипе тертленет. Ib. Каччисем каяççĕ хĕрĕсем патне уллах пăтти çиме. Пăтти çумĕнчен ăна-кăна тупат, сĕтел çине хурат. Ib. Арăм çумĕнчен хĕрĕ те йĕрет вара. Ib. Православный праçник çумĕнчен тата унăн хăйĕн авалхи йăлине хисеплемелле кунĕсем те пур. Чăв. й. пур. 16°. Çапах та кунăн тетĕшĕ пурăннă пулсан, ун çумĕнчен пурăнма ăна çăмăлтарах пулнă пулĕчĕ. N. Ун çумĕнчен ерипе пуп ывăлĕ те тиечукпа улах тăрăх çĕр-хута сĕтĕрĕнсе çӳреççĕ. || В сравнении с... Орау. Ун çумăнче вăл ним те тăмаçть (ним те мар, не стоит). N. Ăвăс вутă юман вутă çумĕнче çур хакпа анчах çӳрет. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 25. Çав шапасем ытти шапасем çумĕнче пит чипер пулнă. || За. Тайба-Т. † Утма ăçтан кăкарас? Улма-йывăç çумĕнчен. N. Манăн лаша юпа çумăнче кăкарăнса тăратьчĕ.

çумĕр чӳкĕ

назв. моления о дожде. N. 1906-мĕш çулта, майра тăваттăмĕшĕнче, çумăр чӳк турĕç. Чиркӳлĕ Аччара çумăр чӳк Çавал шывĕ хĕринче турĕç. Акă ун çинчен мĕн калаç: кашни килтен çăмарта, çу, кĕрпе, çăкăр-тăвар пухрĕç. Вĕсене пухса пĕтерсен, шыв хĕрринче пăттине, çăмартине пĕçереççĕ. Пур çимĕçне пĕçереççĕ те, унтан чăркуççи таран шыва кĕрсе тăраççĕ. Хуранне икĕ ват çынна тыттараççĕ, хуранĕ çурри шывра. Унтан темĕскер каласа чӳклеççĕ. Стариккине аçам тăхăнтараççĕ, хул-хушшине мăнă çĕлĕк тыттараççĕ, чӳк апачне унта çияççĕ те, пурте шыва кĕпи-йĕмĕпех сикеççĕ. Унтан иртсе пыракана курсан, уна та шыва тĕртсе яраççĕ. Çав уйăхрах 7 числара Катекре те çумăр чӳкĕ турĕç. Катекри çырман пĕр енчи туман, пĕр çути тунă, çăмарта икĕ çĕр пулĕ, кĕрпе пĕр пăт пулĕ, çупала сĕт икĕ витре пулĕ. Попечитĕлствă чарма тăрăшнă та, халăх пушшех урса кайнă. N. Пирĕн Çĕрпӳ хулинче, Мами вулăсĕнче, Ачча приходĕнче çумăр чӳк тăваççĕ. Ачисене ваттисем хушаççĕ. Вара ачасем çăнăх, кĕрпе, çу, çăмарта пуçтарса çӳреççĕ, унтан пĕçереççĕ. Пĕçернĕ чух та ачасене çерçи чĕппи илме яраççĕ. Ачисем çерçи чĕпписене илсе пыраççĕ, хăшне шыва яраççĕ, хăшне яшка çине яраççĕ те, унтан, çимелле пулсан, тĕслĕрен курăк татаççĕ те, шыв хĕрне лартаççĕ. Вара яшки пиçсен ялти ватă стариксене, юмăç-карчăксене чĕнеççĕ те, сăрт çине шыв хĕрне яшкине йăтса каяççĕ. Унтан вара ват стариксем, юмăç-карчăксем çĕлĕккисене хул-хушшине хĕстереççĕ, чӳклеççĕ. Яшкине, пăттине, çерçине, çăмартасене, пашалусене çинĕ çĕре пурте тухаççĕ: ачисем те, ашшĕ-амăшĕ те — пурте хура кĕпи-йĕмĕпех пыраççĕ. Шур тăхăнма юрамасть, тет. Вара, пурте пухăнса çитсен, апат çияççĕ. Апат çисе тăрансан, шыва сикеççĕ. Тата хăшĕ сикмесĕрех тараççĕ те, вара вĕсене виççĕн-тăваттăн хăваласа тытаççĕ те, тӳрех шыва утаççĕ. Хăшĕ çапах тарса хăтăлаççĕ. Вара шывра кăвакал пек лапăртатаççĕ. Мами вулăсĕнче Шăхасан приходĕнче çаплах тăваççĕ.

çуркунне

(с’ургун’н’э), весною. N. Çуркунне хресчен ĕçĕсем пуçланаççĕ. || Весна (в этом смысле употребляется чаще, чем простое çур во избежание смешения с др. созвучными словами; то же надо сказать и о слове кĕр и отчасти çу). Орау. Çуркунне пуçланать пушă уйăхĕнче (в марте). СТИК. Çуркунне çитсенех, как только наступила (-ит) весна. Букв. 1904. Сасартăк çуркунненĕн чи илемлĕ вăхăчĕ килсе çитрĕ (наступило). СТИК. Çуркунне енне кайсан, çанталăк кăшт ăшăтат вара. Ib. Çуркунне майне кая пуçларĕ. Пахнет весной. Ib. Çуркунне енне (к весне) тумласем юхаççĕ, вара ăшăтат. Ib. Çуркуннеллерехпе авăн çапрăмăр (в феврале, когда снег еще не таял). Альш. Ахальте çуркуннесенче пырса кĕмелле мар (не пролезешь в лес). Скотолеч. 5. Çуркуннесерен, в каждую весну. Тувси Ц. Çуркунне валли çăпата илсе хатĕрлерĕн-и? Çуркуннелĕх курăм пур. На весну корм есть. Бес. чув. Мĕншĕн тесен çуркунне çитсе пынă (наступала), çуркунне пула пуçларĕ. Орау. Çуркунне пулчĕ. Наступила весна. Ib. Çуркуннене çитрĕмĕр. Ib. Çуркунне киле пуçларĕ. N. Çуркуннепе кĕркунне (весною и осенью). ЧС. Кĕркунне пит тĕреклĕ юлнăскерсем, çуркунне енне кайсан, начарланса кайрĕç. N. Çуркунне енне кайсан, начарланса кайрĕç. N. Çуркунне енне кайсан, турпас та айлă-çилĕ выртать. N. Пирĕн çуркунне пулчĕ. Н. Седяк. Çуркунне каякан — Çеркей арăм пулакан. (Насмешка над именем). Юрк. Çуркунне, ака пĕтсен, ĕç çук вăхăтра, Михелепе Элекçей пӳртре калаçса лараççĕ. N. Çуркуннеччен, до весны.

çуршар

по половине. N. Сысна çӳрине варĕнчен (= варринчен) татса, кашнине çоршар сысна çури панă. Ib. Умуççия (яблоко) варĕнчен çорса, кашнине çоршар панă (çоршар умуççи). О Японии. Хутсем (бумажные змеи, московки) вĕсен чылай пысăк, аяккисенчен çуршар хăлаçа яхăн. N. Çак улмана çурмаран кас та, кашнине, çуршар улма пар. Якейк. Пăрушне пусрĕç те, çоршар пăру илсе (взяв по половине туши), киле карĕç.

çураç

çораç (с’урас’; с’орас’), мириться. П. Сорм. Вăрçма килтĕн-и, çураçма килтĕн-и? Болезни. Кама-та-пулин хур тунă пулсан, е хуйхăртнă пулсан, çавсемпе çураçас, килĕшес пулать. || Соглашаться. Шурăм-п. Микки çураçрĕ, хăйпе пĕрле вăрра илсе кайма пулчĕ. N. Иван Сусанин ăсатма çураçсан, поляксем пит хĕпĕртенĕ. || Сватать. N. Мана учитĕле çураçаççĕ (сватают за учителя). N. Анна качча карĕ Туçана, халĕ чирлĕ, хăйне çураçман-ха. N. Ну, патша çураçат, тет, хĕрĕпе Ивана, аптăратнăран. Ск. и пред. чув. 70. Çак ырă çын Михетер хăйĕн херне юратса, аслă çăварни хыççăнах хучĕ ăна çураçса (просватал). N. Пирĕн Укçинене çураçса карĕç. N. Ман валли хĕр çораçма кайнă. N. Аньока хăш ялсене çораçса янă? — Иккассинене (Иккасси ачине). Юрк. Хĕр çураçаççĕ, авлантараççĕ, туй туса илеççĕ. ТХКА 26. Çав çулне Шураçри мăн Тимухха ывăлне авлантарма Штанашран хĕр çураçнăччĕ. Янш.-Норв. Пирти чăвашсем ывăлĕсене авлантарас пулсан, хăшĕ хĕрсене вăрласа илеççĕ, хашĕ хĕр ашшĕпеле чипер килĕшсе, хĕрпе каччине юраттарса илеççĕ, ăна вĕсем çураçса илни теççĕ. Ib. Евчи çапла сăмах çӳретсе темиçе те хутлать, кайран вара чысти килĕшеççĕ те, хĕр ашшĕ патне çураçма каяççĕ. Вĕсем унта пĕр витре сăра ăсаççĕ, тата çурштава яхăн эрех илсе ĕçсе çиеççĕ. Чысти ӳсĕрĕлсе çитсен, хĕр ашшĕсем хĕрне кĕлетрен шур пир илсе кӳрттереççĕ те, парне касса авланас текен ашшĕне пама хушаççĕ. Хĕрĕ ун чухне вара йĕрет, ниепле те касасшăн мар, амăшĕсем ирĕксĕрех кастараççĕ. Хĕрĕ пире ирĕксĕрех касать те, упăшки пулассин ашшĕне парать. Аланас текенин ашшĕ унăн вырăнне хулăм укçи парать. Çапла вара вĕcем çураçаççĕ, унтан турра сăхсăхкалаççĕ те, авланас ашшĕне качалка урапапа киле леçсе хăвараççĕ. Авланаканăн ашшĕ парнине пиçиххи çумне хĕстерет те, урапа çинче кăшкăрса анчах пырать. НАК. Çапла калаçсан-калаçсан, мĕн чухлĕ те пулин çураçаççĕ вара. Е çĕр тенкĕ, е çитмĕл тенке, е аллă тенке, мĕн чухле çураçма май килет, çавăн чухле çураçаççĕ (устраивают сватовство, порешают дело). N. Каччи çураçма çӳремест, каччăсăр çураçаççĕ. Т.-И.-Шем. Пушă пăрахсан, çураçма хатĕрленме тытăнаççĕ, малтан хăçан çураçмаллине канаш туса кун хураççĕ. Кунне пит тиркеççĕ, çуна пăрахнă кун ан пултăр, ытларикун ан пултăр, хăш кун хăш çыннăн килĕшнĕ кунĕ пулат. Юмăç калат: сан çав кун телейлĕ, çав кун телейсĕр. (Больше всего „çураçма“ назначают на эти счастливые дни).

çураçма

сватовство. Самар. Çураçма каччă енчен те, хĕр енчен те ваттисем анчах хĕр ашшĕсем патне пухăнаççĕ... Çапла пĕтет çураçми. || Назв. обряда. Аттик. Чăвашсем çураçма хывнă чух пӳрте йăтă-мĕн кĕрсе пĕтĕм сĕтел çинчи çимĕçсĕне çисе ярсан та тимеççĕ. Ib. Чăвашсем тĕне кĕнĕ пулин те, çапах хăшĕ-хăшĕ хăйсен авалхи йăлисене пăрахаймасăр, вăхăчĕ-вăхăчĕпе вилнĕ çынсене асăнса çимĕк, çураçма, пумелке, кĕрӳ тăваççĕ. Тюрл. Пирĕн ялта, ут çăлса пĕтерсен, çураçма хываççĕ. Çураçмана ак çапла тăваççĕ: пĕр-пĕр кĕçнерникун чăх пĕçереççĕ, икерчĕсем пĕçереççĕ те, каçпа пур çемйипе ларса çиеççĕ. Пĕр чашăк йăри-тавра çурта çунса ларат, ăна вăлсем вилнĕ çынсене асăнса çутаççĕ. Çинĕ чухне вăлсем чăх шăммисене ахаль пăрахмаççĕ, пĕр-пĕр чашăк çине хураççĕ. Çисе тăрансан, çамрăккисем сăхсăхса тухса каяççĕ. Ваттисем пĕр витре илсе, унпа сăра, йкерчĕсем тураса, чăх шăммисене ярса пиллештереççĕ те, урама кăларса тăкаççĕ. Çав каç вара вăлсем ытлашки калаçмаççĕ, шăппăн, ерепен çӳреççĕ. Çавна вара пирĕн çураçма теççĕ. СПВВ. ИА. Чăвашсем çĕмĕк каç çураçма хываççĕ. См. Магн. М. 187.

çурăм тирĕ

кожа на спине. N. Йăван каланă: мана укçа кирлĕ мар, хăвăрн çурăм тирсене сӳсе парăр, тенĕ. Патша ывăльсем çурăм тирĕсене касса панă та, сыснасене илсе кайнă.

çухăр

çохăр (с’уhы̆р, с’оhы̆р), визжать, кричать благим матом. Шашкар. Çухăр, шуметь (кричать, петь, читать всем вместе: мĕн çохăраттăр?). КС. Тытсассăн, çухăраççĕ (хора-курак, чана). Сред. Юм. Мăйран пăва пуçласан, хăвах çôхăрса ярăн-ха, т. е. когда понадобится, сам же попросишь. Шел. II. Пĕтĕм вăйран çухăрса макăра пуçларĕ. Кан. Çухра-çухра йĕрет. Чув. пр. о пог. 229. Шаланкă çухăрсан, если коршун кричит. Шорк. Чĕпписем амĕш çохăрнине илтсен, чопса тохнă та, питĕ хорланса макăрса йолнă. Тогаево. Кайнă чох çохрать, килнĕ чох хăсать. (Шыв кӳни). Эльбарус. Пишон вара çохра-çохра нăйăклатса кĕрсе илсе паратьчĕ. Ib. Кайран вара хамăр патăртан орам тăрăшпе питĕ хытă çохăрса уялла карĕ, тет. Çĕнтерчĕ 14. Мĕн çухăратăн? || Верещать. Синьял. Сысна çохăрсан, сивĕ пулать, теççĕ. Изамб. Т. Сысна çури çухăрат (визжит); ача çухăрат (в перен. смысле — плачет очень). Ст. Чек. Çухăраççĕ сыснасем, ачасем (вылянă чух, макăрнă чух). N. Сасратăках çак сысна çури хытă çухăрнине илтет. Кан. Сысна та картаналла çухăрса чупать. || Скрипеть. Çутт. 153. Тикĕт сĕрмесен, урапа çухăракан пулать.

çӳп-çап

сор, мусор вообще. N. Çӳппи-çаппи çĕр улттă, вĕрени вĕр улттă. (Шăпăр, çулки). Çутт. З8. Пĕтĕм пахчари çӳп-çапа, сухалама пуçлаччен, шăлса тасатмалла. Етрух. Унтан кĕрсе каять тĕп-сакайне те, тĕслĕрен çӳп-çап, лăп-лап илсе тухать пĕр такана. Сред. Юм. Çуп-çап = лăп-лап, сор. Ib. Орайнче пĕтĕмпех çӳп-çап япăхса выртать. ППТ. Çав сĕрен хуллин çӳп-çапĕ (обломки) юлнă çурт пит хĕн-асап курат. (Вин. пад. çӳп-çапне). N. Алана алласан, çӳп-çап тăрса юлать. || Отбросы при производстве. Кан. Йăвăç çӳп-çапĕсем савăт машинисене хутма каять.

çӳпĕ

(сӳбэ̆, Пшкрт: сӳрэ̆), сор, мусор. Синъял. † Улăм çӳппи, ут çӳппи, ут вăлашки айĕнче. Альш. † Улăм çӳппи çĕр кӳрнек. || В перен. смысле. N. Пире улпутсем нимĕн вырăнне те хисеплемеççĕ, çĕрти çӳпĕ вырăнне те хумаççĕ (не ставят ни в грош), ЧС. Çав çунса кайнă хуçисем (погорельцы) çӳпĕ те кăларайманччĕ (ни соринки не вынесли, т. е. у них все сгорело). Янтик. Ман çурт пĕтĕмпех (дотла) çунса пĕтрĕ, пĕр çӳпĕ те илсе тухаймарăм. Ашшĕ-амăшне. Пур япаламсене те сирĕн ята çыртартăм (перевел на вас), хама пĕр çӳпĕ те хăвармарăм. || Младенец (в наговорах). Т. VI, 65. Е пĕсмĕлле! çак çӳпĕрен тух куç...

çӳре

(сӳрэ), ходить, ездить, двигаться. Н. Сунар. Кинĕ ларать, хунямăшĕ çӳрет. (Алăкпа алăк янаххи). Кн. для чт. 6. Урисем унăн çӳремен, куçĕсем курман, хăлхисем илтмен, шăлĕсем пулман. Регули 767. Эсĕр сарлакарах тăвăр, орапапа çӳремелле полтăр. Ib. 609. Эп çӳремелли тояна çохатрăм. Ib. 161. Çавăнта çӳренипе (çӳренипеле) ăвăнтăм. Вомбу-к. Çӳрекен çӳрме тупнă, тет. (Послов.). Сред. Юм. Çӳрен каска якалнă, выртан каска мăкланнă. (Послов.). Ib. Çавăнпа çӳренĕçĕм иксĕмĕр таппа хирĕç полтăмăр. Мы с ним ходили, ходили — встретились... Ib. Çӳренипе пуяс полсан, такçанах пуймалла та эпир, ни пуйни çок, ни чысти çôка ерниех çок. Если судить по нашим трудам, занятиям, хождениям на заработки, давно бы мы разбогатели... ТММ. Хĕр шырама çӳрекен çыннăн картишĕнчи пус валашкине ӳпĕнтерсе хурсан, хĕр час тупаймаст, тет. К.-Кушки. Пасара çӳретне эс? Ходишь-ли ты на базар? N. Çӳрекене шăмă тупăнат. Кан. Çӳресен-çӳресен „Хозсельсклад“ тенĕ лапкана пырса кĕтĕм. N. Хула тăрăх хутпа çӳретĕп. Разношу по городу бумажки. Орау. Асăрханарах çӳрĕр, ачамсем! Будьте осторожнее. АПП. † Ылттăн турпас çуттипе Аçтăрхана çӳрерĕм. Альш. Уттари, чуптари (уттарар-и, чуптарар-и?) çӳремешкĕн пирĕн кӳлнĕ утсем начар мар. Регули 41. Манăн утсам килте пор çӳремеллисем. Ib. 40. Кусам çӳремелли утсам; ку утсам çӳремеллисем. || ТХКА 85. Пысăк кĕтĕве йышсăр кĕтме хĕн. Çавăнпа хампа пĕрле кĕтĕве çӳреме икĕ тутар ачи, икĕ чăваш ачи тытнăччĕ эпĕ. || Приходить (куда). Орау. Эп ăна 8 сахатра килме (çӳреме) хушнăччĕ. N. Мĕн тума çӳретĕн! Ск. и пред. чув. 6. Çĕрле çӳрес хăнам çук, утах хăвăн çулупа! || Плавать. Чураль-к. Сакайĕнче çар иртĕ. (Хĕлле пулă çӳрени). || Вести (общественную работу). Ала 89. Халăх çинче çӳрекен çын. || Ходить (о болезни). Çутт. 85. Чир çӳренĕ вăхăтра чĕрĕ шыв ан ĕçĕр. || Ходить (в картах). Изамб. Т. Санăн çӳремелле. || Обходить дома (с визитом). Альш. Тепĕр кунĕ кунĕпе хăнасем каяççĕ „çӳреме“. N. Пĕтĕм яла çӳресе пĕтерсен. || Гулять, прогуливаться. К.-Кушки. Эпĕ паян аслă улăха çӳреме кайрăм. || Гулять (кутить). Чăв. й. пур. ЗЗ. Тата пĕр вăхăтра салтака каймалла ачасем ялта çӳренĕ чух, çав Прухха пĕр ачанăн пилĕк тенкĕ укçине ĕçсе пĕтернĕ. || Ходить с намерением, хотеть, желать, стараться, норовить. Т. VII. Ĕлĕк пĕр арăм тата упăшкине вĕлересшĕн çӳрет, тет. Рак. Кăчунехи ывăл-хĕр хăй пуç пулма çӳре-çке (= çӳрет-çке). Юрк. Эсĕ кĕнеке кăларнине илтсенех, эпĕ темĕн тĕрлĕ савăнсаттăм, пĕр вăхăтра темĕн пек туянма çӳресе те ниепле те туянаймарăм. Трхбл. † Ĕнтĕ ир те пĕччен, каç та пĕччен, чунăм пĕччен выртма çӳремест. (Солд. п.), С. Тим. Туттăр парса вырнаçсан, хăй те пыма çӳрет-çке (девушка. Пыма çӳрет — хочет итти, илме çӳрет — хочет взять или купить). N. Çакăскер мана вĕтес тесе çӳрет-ха та, темĕн, пултарайĕ-ши! Яргуньк. Мăн хурчка пулса хур акăшĕнчен çӳлерех вĕçсе хăпарчĕ, тет; хăпарсан, çав хур акăшне тапасшăн çӳрет, тет. Хурамал. Çав çынсене шуйттан пит вăрçтарасшăн çӳрет, тет. В. С. Разум. КЧП. Вăл çынна усал тăвасшăн анчаж çӳрет. Кĕвĕсем. Аппа ука тĕртет-çке, çутă пулма çӳрет-çке. С. Тим. † Кӳршĕ хĕрĕ кӳрнеклĕ (полная и с красивыми формами тела), туттăр пама çӳрет-çке. || Находиться, пребывать (о предмете, переходящем с места на место). Н. Седяк. † Кĕмĕл çĕрĕ, мерчен куç, арçын аллинче çӳрет. О сохр. здор. Кайран пĕри сивĕрен пăсăлса чирлесе каять, тепĕри сывах çӳрет. Чеб. † Анне ывăлĕ пуличчен, хĕреслĕ тенкĕ пулас та, анне умĕнче (на груди) çӳрес-мĕн. ЙФН. † Атти ывăлĕ пулаччен, кĕмĕл çĕрĕ пулас-мĕн, ырă хĕр аллинче çӳрес-мĕн. Перев. Çак асаннен лăпкă каласа панă сăмахсем яланах ман асра çӳретчĕç. N. Рента (аренда) укси пит пысăк пулсан, çĕр-хакĕ те çӳлте çӳрет. N. † Порçăн тотăр полăттăм, хĕр поçĕнче çӳрĕттĕм; йолимарăм, çӳримарăм. Кан. Куç хĕррисем нихăçан та типĕ çӳремеççĕ. Ib. Хăш çынăн куçĕсем хĕп-хĕрлех çӳреççĕ. Ядр. † Ати çури пуличчен, ылтăм шăрçа пулас-мĕн, ыр çын хĕр мыйĕнче çӳрес-мĕн. N. Ывăлăмăра мĕншĕн ятăн эсĕ? Вăл хамăр куç умĕнче çӳренĕ чух мĕн пур шанчăкăм çавăччĕ. N. Темĕскер кăшăлĕ вăл, тахçанах кунта çӳрет (валяется, находится здесь). || Находиться в каком-либо положении. N. Мĕскĕн телейсĕр чун йытă тырĕнче çӳрет. N. Пит-куç савăнăçлă çурет. || Бывать. К.-Кушки. Иван патне çӳретне эс? Бываешь-ли ты у Ивана? Ст. Чек. Нумай ахутара çӳренĕ те, кун пек япалана курманччĕ. || Жить. Юрк. Хам пĕр майлă çӳретĕп халĕ. Живу потихоньку. Изамб. Т. Пит çӳрейместпĕр. Ман çак ачана темĕскер пулнă. Не очень-то хорошо живем. Не знаю, что случилось у меня с этим ребенком. Н. Карм. † Шухăшламан чухне, тăван, çӳретĕп, шухăшласан чĕлхем çыхланать. Ib. † Çӳренĕ чух эпир çӳрерĕмĕр, сăртран сăрта юртакан пăлан пек. || Употребляться. Юрк. Пашалу вăл кирек хăçан та çиме çăкăр вырăнне çӳрет. || Заниматься (чем). N. Сутупа çӳресе. || Лезть. N. Ан çухăр! Тухса кай кунтан! Эсĕ — нимĕн пĕлмен çĕр хурчĕ; çапах манпа калаçма çӳрен тата. || Одеваться, наряжаться. N. Çӳрессе те таса çӳреççĕ, вырăсла та пĕлеççĕ. || Хлопотать. Ск. и пред. чув. 43. Прошени те çырнă, хатĕр ĕнтĕ, çӳремелли çынсене те суйланă. N. Шкула хăвăр çӳресе уçăр. N. Вутта илме ĕç пĕлекене суйлас пулать, çӳрес пулать, атто ак нумайăшĕ хутмалли çуккипе аптраççĕ, тет. || Иметь общение, связываться. Изамб. Т. Ӳлмĕрен ул Микуç (Николай) ачисемпе ан çӳре. Вĕсем ахалех хăна хĕнеттерсе пĕтерĕç. Халапсем. Вăрапа вăрă çӳрет, лайăх çынпа лайăх çын çӳрет. || Иногда не переводится. Баран. 131. Çакăн пек (такие) чулсем пит хакла çӳреççĕ. || Употребл. в качестве вспомог. гл. ЧС. Эпир ун чухне пурте хуйхăрса çӳреттĕмĕр. N. Илсе çӳре возить (напр. людей, турттар в этом см. не употр.). Çав çулне, тухтăрсене исе çӳренĕ чухне, эпĕ нумай укçа тупрăм. ЧС. Çынсем, ĕçсе ӳсĕрлсен, таçта выртса ан çӳреччĕр, тесе пăхмашкăн, касак пекки суйласа хураççĕ. (Сĕрен). Юрк. Çавăн пек епле эрехсемпе шалта сут тунине пăхса çӳрекен улпучĕ авалхи пĕр хупаха сасартăк пырса кĕрет те, астăва пуçлат. Ib. Кĕсем патне кайса-туса çӳреместĕп. N. Унтан темскер шăрши кĕрсе çӳрет. N. Хăна ху нуша шыраса çӳретĕн. N. Сĕрем иртернĕ чухне пĕтĕм çынна çăмарта, чăкăт валеçсе çӳреççĕ. Ала 69. † Пиртен Шурă Атăлсем, ай, инçех мар, куллен каçса çӳрес çĕртех мар. Сред. Юм. Ташланă чôхне йохайса çӳрет (очень хорошо пляшет). Трень-к. Манăн виçĕ кон хошши (около З дней) поç (шăл, мăй, пилĕк) ыратса çӳрет (болела). Однако скажут: манăн виçĕ кон хошши çăпан ыратса тăчĕ. ТХКА 129. Тияккăнĕ-мытарник пасар-пасар сайранах кĕсре лаша улштарса улшуç пулса, çӳресскер. Вино-яд. Санăн сăмсу та хĕрелсе çӳремесчĕ. N. Лашасене илме Т. кайса çӳрет. За дошадьми (чтобы их накупать) ездить в Т. ЧС. Манăн ура нумайчченех шыçса çӳремерĕ (не долго пухла), часах тӳрленчĕ. Скотолеч. ЗЗ. Улттăмĕш кунне хăмписем тулса çитеççĕ те, тата З—4 кун хушши тӳрленсе çӳреççĕ. N. Çалтак кайсан, çӳрени анчах полчĕ. Кан. Хырăм вăхăчĕ-вăхăчĕпе çех мар, яланах ыратса çӳреме пуçлать. В. С. Разум. КЧП. Эпир пĕр хуларан тепĕр хулана куçа-куçа çӳрерĕмĕр. Ib. Çынсем пасарта япаласене пăха-пăха çӳреççĕ. N. Халь эсĕр пирĕн пата кайса çӳретри? Хамăр маткасам сирĕн пата пырса çӳреççи? См. Оп. иссл. чув. синт. II, 49.

çӳç

(с’ӳс’), волос(-ы). О сохр. здор. Çӳç тăкăниччен малтаи çӳç тĕпне лĕкĕ пек сарă, вĕтĕ, типĕ шатра тухать (при болезни кукша). Сред. Юм. Çӳçне ине çулланă, или: çӳçĕ вĕрилле (= вирелле) тăрать (вихорь). Ib. Çӳç ил, çӳç илтер. Остриги волосы. Ib. Мана кашни иртсе каймассайран витлет; ярса тытрăм çуçĕнчен те, хытă вĕçтертĕм. N. Çӳç илсе яр, обрить. КС. Çӳç хыртар, заставить брить. N. Малти çӳçе вăрăм хăвартăн эсĕ. Юрк. † Урам урлă каçар-и? Ылттăн ука тăсар-н? Ылттăн ука улттă çаврăнтăр, çӳçсем сире çыхлантăр. Ib. Çӳç кастарсан, çӳç шуралат. Кн. для чт. I, 16. Ир тăрăр та, питĕр-куçăра çăвăр, çӳçĕрсене турăр. Якейк. Пуçна пĕр пĕчĕк çӳç хăвармăп! Выдеру все волосы! (Угроза). Ст. Чек. Пуçăнта çӳç юлмĕ. Баран. 66. Майпа вĕрсе тăракан уçă çил пуçри çӳçсене вĕл-вĕл вĕçтерет. Шибач. Çӳçна татса пĕтерем! (Брань). N. Эп кĕске çӳçпе çӳреме вĕреннĕ (или: çӳреме юратап). Я привык ходить с короткнми волосами. N. Эп вăрăм çӳçпе çӳреме юратмастăп. Альш. Çӳçе кассан, çӳçе турасан, çĕре пăрахма хушмаççĕ (не велят бросать волосы на землю): кайăк илсе кайса йăва çавăрат, тет те, пуç çаврăнакан пулат, тет. N. Çӳçе вирелле ярас (зачесывать назад). СТИК. Çӳçе вĕтелерĕм. Опалил себе волосы. Ib. Пирĕн хĕрарамсем час-час: çӳç туртат — çавă асăнат пулĕ, теççĕ. Вăл темĕскерле — пĕр пĕрчĕ çӳç туртăнса каят, тет. Регули 875. Çӳçе çуçĕн тытса (тытăçса) вăрçаççĕ. С. Тим. † Çӳç пек хăна пуçтартăм, пукане пек вылятрăм. Подг.-Шигали. † Вутлă-шывлă хушшинче вут пек сăра турăмăр, çӳç пек хăна илтĕмĕр, пукане пек вылятрăмăр. чăх-чĕппи пек салатрăмăр. (Хĕр-сăри сăвви). Б. Олг. Прийомра кăнтăр иртсен, пичия çӳç кассарчĕç (= касса ячĕçĕ), туатă сахат çапсан. Чăв. к. Турă çырни — çӳç çыхни, сивĕтсен те сивĕнмес. (Хĕр йĕрри). Кĕвĕсем. Турă çырни çӳç çыхни. (Вероятно, означает, что того, что суждено, так же трудно избежать, как трудно развязать затянутый узлом волос). || Волоски (мелкие корни растений). В. Ив. Çимĕçлĕ шыв тымар çӳçĕсен хуппи виттĕр шала кĕрет.

çӳхи

(с’ӳh’и), назв. кушанья. Аттик. Сред. Юм. Çӳхи тесе чостаран çӳхе туса пĕçерекен çимĕçе калаççĕ. Ерк. 21. Хăнана илсе каяс кучченеç йăлипе пĕр такмак тултарчĕ тул çӳхи Унерпи, См. çӳхӳ.

çӳхӳ

(с’ӳh’ӳ), назв. кушанья (палишки). У др. кӳптĕрме, капăртма. Вомбу-к. Çӳхӳ — хпарту икерчи — хпарту чустинчен туни, çатмапа пĕçереççĕ. Актай. Пĕр токмакра икĕ çӳхӳ. (Ясмăк). Б. Олг. Вырсарникон контăрла çитсен килме пуçларĕç хăнасам. Çӳхӳсем исе килеччĕ такмакпала. Хурамал. Çӳхӳве кĕр-сăри хывнă чух пĕçереççĕ. Ib. Çӳхӳ — тулă çăнăхĕнчен, лепешки (кислые, пекут на сковороде. В Орау. кăвас икерчи). СПВВ. ТА. Çӳхӳ — хăпартлу чустинчен илсе çатма çинче пашалу пекки пĕçереççĕ. СПВВ. ВА. Çӳхӳ — хăпарту же, но только пекут на сковороде. Якейк. Çӳхӳ — ватрушка из одного теста.

çăв

(-с’ы̆в), масло. См. çу. Янш.-Норв. Пăтă çине çăв хывса. Ib. Çăв çулĕпе илсе кайрăмăр, сĕт çулĕпе килсе хăвартăмăр. Ст. Шаймурз. † Ан йĕрсемех тантăш, ан сарăхай, çуннă чĕресенче çăв пулмĕ. Сред. Юм. Сан çăву, твое масло. Ыраш 18. Хĕвелĕ вара, çăвах кăларасшăн пулмалла, хĕртет.

çăмăр учукĕ

çăмăр учӳк, назв. моления. Аттик. Вăл çăмăр учӳкне халăх пушă вăхăтра тăваççĕ. Хăш-хăш çул çӳр-тырри акса пĕтерсенех, çинçене кĕриччен, тăваççĕ, хăш-хăш çул çӳр-тырри акса пĕтерсен, çинçене кĕрсен тин тăваççĕ. М. Сунч. Пăтă пиçнĕ вăхăтра пур хĕр-ачасем, арçын-ачасем пăтă илме чашкăсем илсе пыраççĕ те, пĕр çĕре купаласа хăварса, хăйсем каччăсемпе выляма каяççĕ. Пĕр-пĕрне тыта-тыта шыва ывăтаççĕ. Хăшне-хăшне чашкăпа сапаççĕ, унта пĕри те йĕпенмесĕр юлмаст. Хăшне-хăшне çырмана сăхманĕпех сĕтĕрсе кĕреççĕ те, сăхманĕ йĕпенсе, арран шывран ишсе тухаççĕ. Пĕр çулне çапла сăхманпа шыва сĕтĕрсе кĕрсе чут-чут вĕлермен.

çăнăх

(с’ŏмŏх, сы̆ны̆к), мука. Пир. Ял. Вĕсем ялсенче тырă илсе çăнăх тăваççĕ (мелют в муку). N. Çавăнтан вара пирĕн прихотри халăха вĕсем укçа парса, çăнăхсем (муки и пр.) парса пит нумай пулăшрĕç. Баран. 60. Ялсенчен выльăхсем хăваласа кайнă, çăнăхсем, ытти тĕрлĕ çимелли япаласем пухса çӳренĕ (они). Чт. по пчел. № 17. Вĕлле хурчĕ пĕр чечек çинчен тепĕр чечек çине вĕçсе çӳренĕ чух чечекĕн çăнăхĕ пеккине хăй çăмĕ çумне çыпăçтарса пĕр чечек çинчен тепри çине илсе каять. Микушк. Арман авăртакан çурçĕр çитес чух армана çăнăх катма (молоть) кĕнĕ, тет. Кан. Клемесĕр тарасапа çăнăхсем турттарнăшăн, милиционер тарасине илсе кайнă. || Порошок. Календ. 1906. Ешĕл-сенкер çăнăхĕ.

çăнăх-кĕрпи

мука и крупа. НАК. Çăнăх-кĕрпенĕн (мукою) илсе пымасассăн, кукăль-çăмахсем, сăрасем туса илсе пыраççĕ. Н. Тим. † Çӳлĕ тусем çинче çил арманĕ, кунĕн-çĕрĕн тулă авăрат, çăнăх-кĕрпе тухни курăнмаст.

çăтхан

прожорливый, жадный; прожорливость, жадность. Кн. для чт. 143. Вара е çавăнтах çисе ярать, е хăйĕн йăвине çăтхан, илемсĕр ачисем патне илсе каять. Ib. 144. Куккук хăй çăтханĕпе çынна пит нумай усă кӳрет.

çĕве тăпăрчă хутаççи

мешок из редкой ткани для процеживания сыворотки. Капк. Çытăр пĕр çĕве тăпăрчă хутаççи тупрĕ те, 12 кукăльтен пĕрне илсе чикрĕ.

çĕлен мăйраки

„рожки змеи“. Н. Карм. Çĕлен мăйраки кĕнĕ пулĕ сана, пуян тăратăн: укçа та нумай, выльăх та нумай, тырă та нумай. Ib. Рăскаллă çын çĕлене курать. Мăйракаллă çĕлене курсассăн, шур туттăр пăрахать, (шурă япала) сарса пăрахать çĕлен умне. Çав шурă çине çĕлен мăйракине пăрахать. Унтан вара вăл çын илсе тавăрнать те, пуять: укçа енчĕкне ярсан, укçа нумай пулать; выльăх картине хĕстерсе хурсан, выльăх нумай пулать; вăрлăх тырă çине чиксе хурсан, тырă ăнать те, хуçа пуять. Çĕлен мăйракине çухатсассăн çука ерет: пит хытă сыхлас пулать. ФТТ. Укçа хутаççине е тыр ăшне çĕлен мăйракине хурсан, хутаçри укçа е пырари (= пӳлмери) тырă нихçан та пĕтмест. Орау. Темскерле ылттăн мăйракаллă çĕлен пур, тет. Мăйракисене вăл кашни çулах пăрахать, тет. Çав çĕлен мăйракине тупакан çын пуять, тет. Тулĕк çамкине икĕ мăйрака пек мăккăль сиксе тухать, тет. Хир-пуçĕнчи Кулля çавăн пек мăйрака тупса-пуйнă, тит, çамкинчи мăккăлĕ те унăн çавăнпа тухнă, тит. Вăл халь кам-та-пулсан çамкине перĕнтерсе мăккăль сиктерсе кăларсан: ку Кульля мăйракине ăçтан тупрăн? тесе ыйтаççĕ кулса.

çĕм

то же, что çум. Эльбарус. Пиччĕшсем ăна кораççĕ те, киле калла илсе кайса ал-арман çĕмне вĕренпе çыхса хăвараççĕ те, хăйсем каяççĕ.

çĕмрĕк

разбитый, сломанный. М. Яльчики. † Ан кĕр çĕмрĕк хапхаран, хăма ӳкĕ пуç çине; пуян мулне ан хапсăн, хуйхă ӳкĕ пуç çине. Кама ЗЗ. Илсе кайнă чухнех çĕмрĕкчĕ вăл. || Обломок(-мки). Кан. Кайран вара.. инçех мар çак ероплан çĕмрĕкне тупнă (нашли обломки аэроплана).

çĕнĕ çул

çĕнĕ çол, новый год. N. Çĕнĕ çулсем иртсен, эпĕ те çанталла пыратăп. ФТТ. Çĕнĕ çул каç тăвар çисе выртас пулать. Вара тĕлĕкре арăм пулас хĕр пĕр курка шу исе пырса ĕçтерет. Ib. Çĕрле çĕнĕ çул каç чĕпсем картине кайса чĕпĕсене тытмалла. Хĕр атана тытсан, упăшки салтак пулать, атан мар пулсан, салтак пулмасть. Ib. Çĕнĕ çул каç анкартине кайса алăпа тытмасăр пĕр çăвар тулли çапнă ыраш улăмĕ хыпас пулать. Унтан улăмне çăвартан кăлармасăр хыпнипех киле исе пырас пулать. Унта илсе пынă улăм пучаххинче минче пĕрчĕк тыррине шутлас пулать. Миçе пĕрчĕк тырă, хыпакан çын çавăн чухлĕ пурăнать. Ib. Çĕн çул каç кашта çинче ларакан чăхăсене тытаççĕ те, вĕсене тырă, кĕл, кăмрăк, шу, хăмла параççĕ. Çав панă япаласенчен чăхă хăшне сăхать, çынтан упăшка пуласси, е арăм пуласси хĕр те çавнашкал пулать: тырă сăхсан, пуян пулать, кĕл — начар, шу — эреке ĕçекен, хăмла — кутăн. Ib. Çĕн çул каçне çĕрле пуян патне пырса чӳрече патне тăрса пӳртре укçа шутланă сасса итлес пулать. Укçа чăнкăртатнă сасă илтсен, итлекенĕ каялла каймасть, пуярах парать. Ib. Çĕн çул каç пĕчченех тула тухса итлесе тăрас пулать. Пуртă сасси илтĕнсен, çав çын тепĕр çулччен вилет. Ib. Çĕн çул каç çĕрле пĕчченех ампар кĕтессине кайса тăрас пулать. Ампарта кăштăрт! тенĕ сасă илтĕнсен, итлекен çын пуять. кăтăрт! тенĕ çасă илтĕнсен — начарланать. Ib. Çĕн çул каç куç пăхмалли илес пулать, алла çурта тытас пулать, унтан виçĕ хут сăхсăхас пулать, вара санăн вилнĕ тăванусем курăнаççĕ. Ib. Çĕн çул каçне чашкăшне шу ямалла, хĕрне кашни ху пĕлекен, ху юратакан хĕр ячĕпе пĕрер хут татăкĕ çыпăçтармалла; унтан шушне (= шыв ăшне) пĕр çавăрнакан япала яраççĕ. Япала хăш тĕлле чарăнать, çавăраканне, çав тĕлте мĕн ячĕ çырнă, çавă юратать, е качча ăна илмелле пулать. Ib. Çĕн çул каç çĕрле таса юр çине выртаççĕ: тепĕр ирхине пырса пăхаççĕ. Выртнă вырăнта йăтă тĕкĕ пулсан, выртакан çын тепĕр çĕн çулччен вилет. Ib. Хĕрсем çĕн çул каçне тимĕр татăкĕпе: çăла питĕретĕп, тесе, çăл тара (= тавра) çавăрăнмалла. Упăшки пуласси вĕсене тĕлĕкре çăл уçтарма пырать. Ib. Çĕн çул каçне сурăхсем картине кайса пĕр сурăх мăйне курăспала çыхмалла. Ирхине ăна кайса пăхмалла. Сурăхĕ шух, е начар, е выйлă, е ватă, е çамрăк пулсан, упăшка е арăм пуласси те çав сурăх пекех пулать. Ib. Çĕн çул каçне, çурçĕр тĕлĕнче, сăн пăхмаллипе çутнă çурта илес пулать. Çири хĕреçе хывса пăрахас пулать. Çуртана сăн пăхмалли умĕнче тытас пулать, унтан: эй, мана упăшкам пуласси, тух! тесе, чĕнес пулать. Чĕнсен, упăшка пуласси мал пуçĕ, унтан мăйĕ, ал, кăкăрĕ курăнать. Пилĕк таран курăнсан, çуртана сӳнтерес пулать. Çӳнтермесен лешĕ: эсĕ мана ма чĕнен, тесе, хĕре çĕçĕпе чикет. Ib. Кирек мĕлле ремеслăна вĕренес тесен, çĕн çул каç çурçĕр тĕлĕнче вилнĕ çын турпасĕ çине кайса ремеслăна вĕренмехленсе ларас пулать, каялла çавăрăнса пăхма юрамасть. Кайра шуйтансем, ашшĕ-амăшĕ тăванĕ, йăмăкĕ пулса, пире хĕрхенсе каялла çавăрăнса пăх: пире вăр-хурахсем вĕлереççĕ, пулăш пушалăстă пире, тесе, йăлăнаççĕ. Каялла çавăрăнса пăхсан, шуйтансем ăна çавăнтах вĕлереççĕ. Çавăрăнса пăхмасан, ăна турă ангĕлĕ курăнса вĕренес тенĕ ремеслăна пит аван вĕрентет; унтан киле ярать. Çавнашкал çын пек вара лайăх хăй ремеслине пĕлекен никам та çук. Ib. Çĕн çул каç çур пус укçа тупма пулать. Вăл çур пуса тыр ăшне хурсан, тырă нихçан та пĕтмест, укçа хутаççине хурсан, укçа нихçан та пĕтмест. Вăл çур пуса тупас тесен, çĕн çул каç евангелие исе, хунар çутса, уя çул юпне кайса ларас пулать, евангелие вулас пулать, каялла çавăрăнса пăхас пулмасть. Кайра шуйтансем тем пек кăшкăраççĕ, çуяççĕ, йăлăнаççĕ, хăратаççĕ, тет. Анчах каялла çавăрăнса пăхас пулмасть, пĕрмай евангелие вулас пулать. Атан атсан, шуйтансем тарса пĕтеççĕ, вара евангелие вулакан патне пĕлĕт çинчен ангĕл анать те, калать: мĕн кирлĕ сана, мĕскĕн? тет, çыннăн калас пулать: эпĕ питĕ начар пурăнатăп, эпĕ турра, вăл мана пулăштăрччĕ тесе, йăлăнатăп, тес пулать. Çавăн чухне вара ангĕл çынна çур пус укçа парать, тет. Ст. Чек. Çĕн çул кун малтан килнĕ çынна минтер çине лартмасан, чăхă пусмас. N. Çĕн çулсам иртиччен тăрас пулатьчĕ сирĕн. Изамб. Т. Çĕн çул çĕрĕ (канун) арçын-ачасемпе хĕр-ачасем çĕрĕпе чупса çӳреççĕ. Ст. Чек. Çĕнĕ çул кун чи малтан килекен çынна минтер çине лартмасан, чăхă лармаст, тет. Ib. Çĕнĕ çул кун килнĕ çын ăнмасан, выльăх пымаст, тет. Юрк. Çĕнĕ çул кунĕ, на (в) новый год. Ст. Шаймурз. Çĕнĕ çул каçхине, накануне нового года.

çĕнĕ хăна

обычай молодых — ездить впервые в гости с золовкой к родителям молодой. Альш. Унтан ывăлĕпе кинне кĕсем çĕнĕ хăнана яраççĕ, тет. Ib. Çĕнĕ хăнана-мĕне кайса киличчен. Ib. Çав кунах каçпа е тепĕр кунне ирхине çĕнĕ кĕрӳшĕ, качча кайнă хĕрĕ, тата хĕрсемми хĕр ашшĕ-амăшĕ патне çĕнĕ хăнана каяççĕ. Вĕсем унта çĕр выртаççĕ. Вĕсем унта хĕрĕн ăратнисем патĕнче хăнана çӳреççĕ, хăнана кайнă чухне кĕсем виçĕ хăпарту кӳчченеç илсе каяççĕ — лерен пиллĕк-çиччĕ парса яраççĕ. Тата, кĕрӳ киле кĕнĕ йĕркепе тесе, пĕр сурăх парса яраççĕ.

çĕр

(с’э̆р, с’ӧ̆р), земля. Юрк. Тетене салтака хырсассăн (когда забрили в солдаты), эпĕ çĕрпе таппа-тан юлтăм, нимĕн тума та пĕлместĕп. Актай. Каçар пĕвĕм, чĕрĕ çĕр аннем (мать земли), пирĕн чуна кайма инçе, çĕклеме йывăр. Юрк. Çĕр витĕр тухнă этемсем, выльăх(сем?). Сред. Юм. Пĕрмай çăмăр çăвах тăрсан, çĕр хăпарать (почва разрыхляется), теççĕ. N. Çĕр сăхать. N. Çак çĕр çинче хам ятлă ята ямастăп (не дам себя в обиду. Шишкин. † Орай шăлма тăнă та, çĕртен сӳле(л)ле ӳкрĕ те вилчĕ (жена моя. Шутка). Ала 14. Унăн тураттисем çĕртенех (до земли) пулнă тет. Ib. 62. † Пирĕн тăванăн çурт хулăм, çĕрне тая лара-çке. (Свад. п.). N. Çĕр айĕнчен тухакан вырăнта (хуралра) тăратпăр (в туннеле). N. Унта каяччен, çĕр айне кайсан луччĕ пулĕччĕ ман шукăшпа. Орау. Çавăншăн халăх ылханса: Макар ывăлĕсем çĕрех пулччăр! тесе, ылханнă, тет. Сунт. Пăрахсах кайрăм-ши сана, мĕн пĕчĕкрен сан çинче суха-пуçпе чакаланса ӳснĕ хура çĕрĕм? Орау. Çынни сăмахĕпе çĕр айнех антарса ярать (т. е. от его слов готов провалиться сквозь землю). ЧП. Çĕрĕсем çурăлчĕç, йăп тухрĕ. Истор. Вилнĕ çынсене пуçтарса, кĕл-туса çĕре чикнĕ. О сохр. здор. Çĕре чавса тунă пӳрт (землянка; далее о том же: „çĕре авăтса тунă пӳрт“). N. Ун (урхамахăн) пуçĕ пĕлĕте тивмест, ури çĕре тивмест. К.-Кушки. Йывăç мĕлки çĕр çине (на землю) ӳкнĕ. Ib. Сысна çĕр çинче выртат. Ib. Çĕр çине лар (на землю). Ib. Çĕре лар (на пол). Расск. 1З. Хуйхăра-хуйхăрах ачам патне çĕр айне кĕрсе выртăп ĕнтĕ! тесе, пĕрмай йĕнĕ вăл. Янтик. Çынна ылханнă чухне çапла калаççĕ: ешлĕ çĕре хураттăр, тикĕс çĕре тĕметтĕр (пусть образует холмик; пожелание смерти). КС. Амаль пулсан (если бы была возможность), çантах çĕре анса кайăттăм (провалился бы сквозь землю. Гов. сильно застыдившийся или опозоренный) Собр. Чи малтан, юр кайса пĕтсессĕн, çĕре е алăпа, е патакпа çапсан, турă çиленет, теççĕ. (Поверье). АПП. † Эпĕр макратпăр, кӳл тăватпăр, тăшманĕсем кĕпе çăваççĕ; кĕписем шурă кĕпе мĕн, çав кĕпепе çĕре кĕтĕр-и? Чăв. й. пур. 2З°. Çынна кӳрентерни çĕре ӳкмест. (Изречение). N. Ашшĕ-амăшне, ырă тăванĕсене хисеплеменшĕн çĕр çăттăр! (Гов. мать о дурном сыне и его жене). Янтик. † Çĕр çĕклейми пӳртсен çивиттине симĕс-кăвак-палан виттертĕм. Ib. Çĕр çôмĕнчен шуса çӳрет. (Пĕчик лôтра çынна калаççĕ). Тогач. Карчăка çавăнтах çĕр çăтса антарса ячĕ (проглотила земля), тит. Йӳç. такăнт. 40. Ах, турă, Кĕркури, çĕр çăттăрах çана! Орау. Çĕр çăтнă, турран кĕлешшĕ (брань). N. И, çĕр çăтасскер! Магн. М. 190. Çичĕ çĕр ними. Ib. Çĕр çăтни. Хурамал. Çĕр çăтманă пуçна! (Брань; заметьте конечное „ă“). Изамб. Т. Çĕр çăтманă (брань). N. Приккашчĕкĕ мишер, питĕ йĕрĕскер хăй, çынсем сисеймен вăхăтсенче, сехетĕн стрелкине кăшт анчах тĕртет, çур сехет сут тăвассине „çĕр çăтат“ те.. Н. Карм. Çĕр кулли пулман, или: çĕр кулли пултăр! (Ругань). Ib. Çĕр çăттăр! || Земля как вещество, почва. N. Çĕр каллех типсе карĕ. N. Çĕре каллех типĕтсе ячĕ (стало совсем сухо). N. Çĕр айне пусар? Ачач 8З. Пуçĕпе шăмарса анчах тăрать ав, урипе çĕр чавса сирпĕтет. Ib. Тôрра асăнса çĕр çыртре (божился). N. Ĕненместĕп, çĕр çыртам! (Также: чирĕк хĕресне пăхап!). СТИК. Çапăп та, çĕр çырттарăп! (Говорит, угрожая сильным ударом). Çапăп та, çĕр çыртăн! (То же самое). Календ. 1906. Тинĕс шывĕ пĕрмай çĕре çиет (размывает). N. Ман ура айĕнчи çĕр кăтăлса кайрĕ те (обрушилась), эпĕ шыва кая патăм (упал). || Земля как планета, tellus. СТИК. Çĕр тăватă кĕтеслĕ, таçта инçе кайсан, вăл çыран пек анса каят, тет. Çĕрĕн хĕррине халиччен никам та çитсе курман, тет; унта сĕм-тĕттĕм, хăрушă çыран таçта çити çĕрĕн тĕпне анса каят, тет. Çĕре темиçе пуçлă çĕлен тĕревлесе тытса тăрат, тет. Сред. Юм. Çĕр вăкăр çинче тăрат (теççĕ. Поверье). Т. VI, З. Çĕре ӳксе пăсăлнă йĕркене кĕл-тулалли. Н. Изамб. † Ĕнтĕ çĕр çаврăнат, çĕр çаврăнать, ман пуçăмри çаврака çĕлĕк пек. (Песня нов. происх.?). Сред. Юм. Ах тôр, ôн чĕлхине тӳсесси! Пĕр вăрçма пуçласан, çĕр çинче каламанни хăвармас пôль. N. Çĕр çинче каламан юмах хăвармарĕ (всячески изругала). || Суша. N. Валала çĕр çинелле утнă (пошла на берег, на сушу, будучи изрыгнута рыбою). Б. Яныши. Вăл (лисица) çинче шăтак тупрĕ, тет те, пулăсене пĕрерĕн-пĕрерĕн çĕрелле пăрахма тапратрĕ, тет. || Участок земли, владение. Т. VI. Ют çĕртен çĕр илсен, телей каять те, тырă пулмас, теççĕ. Бгтр. Пĕр татăк çĕр. N. Орина çĕр валеççĕр. Ытла усал çĕрех кĕмен. N. Саншĕн çĕр панче хам исе çӳрерĕм (при дележе?). Истор. Вăл та, ашшĕ пекех, хăй çĕрне ӳстересшĕн тăрăшнă. Ск. и пред. чув. 50. Кам вăрман çĕрне парать таптама ахалех сире, çĕрĕк çăпата? N. Аçу пурана çĕр валеçмесăр сутасшăн мар: çĕр ахалех каят, тет. Изамб. Т. Анчах усен вырăнне тутарсем çĕрне анчах хăварнă (нимĕн те хăварман). Кан. Хресченсен çĕр те питĕ сахал пулнă, çавăнпа начар пурăнăçпа пурăннă. ТХКА 67. Пилĕк ялăн çĕр пĕрле пулнă пирĕн ĕлĕк. Альш. Çĕлен Ивана калат: çап мана малтан, тет. Иван калат: ху çĕрĕнте малтан ху çап, тет. || Местность. Бгтр. † Шупашкар çĕрне каяс тесе, крымски çĕлĕк илсе тăхăнтăм. Çĕрпӳ çĕрне каяс тесе, сарă кĕрĕк çĕлетсе тăхăнтăм. Юрк. † Патшанăн аслă кӳлĕ (озеро) тăвăр пулĕ, пире çырнă çĕрсем тăвăр пулмĕ. || Место. Пухтел. Кунта ĕнтĕ савăт-сапа çума та, шывсем тыткалама та çĕр çук. Чаду-к. Кусем: майри пĕр çĕреле, кайрĕ, тет, а ывăлĕсем тепĕр çĕреле саланса пĕтрĕç, тет. N. Унта сана ик çĕрелле ĕçлеме май пулать-и, çук-и? N. † Ай-уй, савнă тусăм, хура куçăм, пĕр çĕре пуласси инçе мар. Яргуньк. Икĕш (оба) ик çĕрелле вăрман çĕмĕрсе анчах тарчĕç, тет. Эпир çур. çĕршыв 2З. Анчах халĕ, улахсене пит нумай çĕрте çĕтсе, анасем тунă. N. Эпĕр (я с ним) пĕр çĕртерехрех (почти в одном месте) пурăнатпăр, хошши 25 чалăш анчах. N. Пирĕн ĕнтĕ çитмен çĕрĕмĕр юлмарĕ (мы везде побывали). Çутт. 153. Тикĕчĕ, хăвах пĕлен, урапа сĕрнĕ çĕре каять (уходит на подмазывание телеги). Никит. † Сырăнас çĕре сырăнимарăм (не пришлось повязать сорбан), кайнă çĕре кайимарăм. Сунар. Вăл хăйĕн вутти патне (к дровам) çитнĕ çĕре сĕм-тĕттĕм пулнă. Когда он подьехал к своим дровам, то уже было совсем темно. Кан. Виçĕ ялăн повесткисене пĕр çĕре манса хăварнă. N. Эпир килекен çĕрте. N. Пурин валли те яшка пĕр çĕре пĕçереççĕ. N. Вăл вĕсене нумайччен вăрман тăрăх çавăрса çӳренĕ, вара кайран ĕмĕрне çын пырса кĕмен çĕре илсе пынă. Орау. Кĕпе чӳхеме кайнă çĕртен таçта çухалнă, тет. Пошла полоскать белье и куда-то пропала. N. Киле тавăрăннă чухне вĕсем хирпе тӳрем çĕртен (по ровному месту) иртсе пынă. Альш. † Тапнă çĕртен (где топнете) тар тухтăр, сикнĕ çĕртен сим тухтăр, вылянă çĕртен вăй тухтăр. (Хĕр йĕрри). Ib. Сурăх шăммисене епле те пулсан çын пыман çĕререх (где реже ходит народ) кайса тăкма тăрăш. (Ача ячĕ хуни). БАБ. Хай кунăн çак тукатмăша пытарнă çĕререхрен (близко к могиле) иртсе каймала, тет. Кан. Пур çĕртепе пĕрех шыв тăрать. Почти везде стоит вода. Урож. год. Нумай çĕре çитиччен, кунта лашине кӳртсе (= кӳртрĕмĕр); лаши кунĕ, хăй çӳрен. БАБ. Ку, тесе калат, тет, хăй: çиллентернĕ çĕр пурччĕ, эпĕ ăна хам вилмен пулсан та, туш (тоже) пĕтернĕ пулăттăм. Альш. † Уйрăм-уйрăм çуралса, пĕрле ӳссе, уйăрлмăттăм тенĕ çĕрсем пур. Кĕвĕсем. Хурăн-варта хура та чĕкеçсем пур. Ĕнтĕ çак тăвансемех, ай, килсессĕн, ĕмĕр манмăп тенĕ те çĕрсем пур. Ст. Ганьк. † Калас, калас сăмах пур, кăмăлу юлас çĕрсем пур (боюсь как-бы не обидеть?). Регули 186. Выртнă çĕрте волатăп. Ib. 188. Эп чĕннĕ çĕре килчĕ. Ib. 190. Вăл ĕçленĕ çĕртен килчĕ. Ib. 191. Соха тунă çĕртен (соха туса) килтĕм. Ib. 192. Кăнчала арланă çĕрле выртат. Ib. 195. Вăл пол тытнă çĕртен килчĕ. Ib. 252. Эп эс пĕлмен çĕре кайрăм. Я пошел в незнакомое для тебя место. Ib. 253. Пĕлмен çĕрте илтĕм. Я купил в неизвестном для меня месте. Ib. 294. Вăл пире пол çок çĕре (вырăна) исе кайрĕ. Ib. Ку томтир ĕçленĕ çĕрте лайăх. Ib. 57. Пол тытмалли çĕрте (там, где ловят рыбу) кимĕ тăрать. Ал. цв. 6. Çапла чипер аван пынă çĕртенех, сасартăк вăл хăй умĕнче вут çути йăлтăртатнине курах каять. Ib. Пĕр çулхине чут-чут сысна вилсе каяс çĕртен çĕпре шыв ĕçтертĕмĕр те, чĕрĕлнĕччĕ. ЧС. Анне те хуйхăрнă çĕртен кулса ячĕ. И мама, хотя и была печальна, улыбнулась. N. Кам хăйне, хăй нимĕн те мар çĕртенех (не имея никакого основания), такам вырăнне хурать, вăл хăйне хăй улталать. ЧП. Пĕр юрламан çĕртен юрлатăп-çке. Я не пела, а теперь пою. Регули 274. Парас мар çĕртен патăм. Я не хотел давать, но дал. ЧС. Çав лашана эпĕ пит юрататтăм, мĕшĕн тесен вăл мана пур çĕртен те (во всех отношениях) аванччĕ. Чăв. й. пур. Вăсем çиленнĕ çынна та, хăй умĕнче пит аван, унпала йăпăлтатса калаçаççĕ. Нимĕнпе те çитес çук вăсен кăмăлне, хăй çук çĕрте вара (в его отсутствии) çавăн пек çынна çултен илсе çĕре чикеççĕ (всячески поносят) çĕре. N. Çитнĕ çĕрте пĕр, везде, куда нипопадешь. || В качестве послелогов. Регули 189. Вăл киле килнĕ çĕре апат пĕçерес. К его приходу (домой) надо сварить обед (пищу). Ib. 185. Çăвăрнă çĕрте поплет. Говорит во сне. Ib. 168. Вăл сăмах попленĕ çĕре вăл килчĕ. Ib. 668. Вăл хĕвĕл аннă çĕрелле кайрĕ. Он пошёл по направлению к западу Кан. Вĕсем сăмах панă çĕрте эпĕ те пултăм. Кан. Пилĕк тенки тумланнă çĕре каять (идет на одежду). Тăхăр тенки тăраннă çĕре каять (идет на питание). Якейк. Çăрккаç Мишка эпĕр апат çинă çĕре (когда мы обедали) пыч те, атисам куçĕнчех эп ĕнер олахра ачасампа вылляни (баловала, шалила) çинчен каласа пачĕ. Çантах çĕре анса кайăтăмч, анмала полсан. Юрк. Пĕре çапла, ку чей ĕçме ларсан, кăшт хай хуçи ун патне, чей ĕçме ларнă çĕре, пырса кĕрет. N. Каç пулса килнĕ çĕререх (к вечеру) пăртак чартăмăр (кровь). N. Килне таврăнсан, татах хываççĕ, унтан ĕçсе çиеççĕ. Вĕсем киле таврăннă çĕре (ко времени их возвращения) каç пулат. Вара çавăлтенех тепĕр çĕр пуçланса каят. N. Сӳресе пĕтернĕ çĕре каç пула пуçларĕ. К концу бороньбы стало вечереть. || Употребл. в чувашизмах. О сохр. здор. Вĕсем (пчела) мĕнле ĕçленине курсан, юратас мар çĕртен юратмалла вăсене (невольно полюбишь). Ачач 11. Икĕ çулхи хĕр ачине ыталаса, çывăрас килмен çĕртенех çывăрнă пек выртать. Бур. Пĕр юрламас çĕртен юрларăм çак тăвансем кăмăлĕшĕн. N. Урмак-маки ӳкем тенĕ çĕртен тепĕр йывăçран ярса тытрĕ, теть (чуть не упал, но..). Сунт. Ĕç çук çĕртенех ĕç туса çӳреççĕ. ГТТ. Лешĕ вилес çĕртен вырăс çемйине кĕнĕ. Изамб. Т. Ывăлĕ пилĕк-ултă çавăрăннă çĕре старик акса пĕтерчĕ. Б. Яныши. Унта çитсе, вурăн хатĕрлесе, апат çинĕ çĕре тĕттĕм пулчĕ. N. Çак уйăх пĕтнĕ çĕре (к концу этого месяца), вăл тавăрнмĕ-ши? N. Кĕлĕрен тухнă çĕре (к концу службы) аран-аран пырса çитрĕмĕр. Регули 122. Вăл килес çĕре еп килте полăп. К его приходу я буду дома. Бес. чув. 6. Киле таварăннă çĕре (к его возвращению) унăн ашшĕ вилсе кайнă. || Тема, theme. ГТТ. Çырмаллисем пайтах çĕрсем пур та. || Результат, конец. N. Тата эпир хамăр ĕçе çĕрне çитерейместĕпĕр. Четыре пути. Пуринчен ытла ĕçре вăя шеллес пулмасть, пурне те çĕрне çитерес пулать.

çĕрĕ яни

назв. гаданья на кольцах. Ерк. 11. Микушк. Раштав иртсен крешчениччен çĕрĕ яраççĕ. Ăна ак епле яраççĕ: пĕр витре çине шыв яраççĕ, унта çĕрĕ ярăççĕ. Кашни харпăр-хăй çĕррине яраççĕ. Пăлхатаççĕ те, икшерĕн илсе чуп-тутараççĕ. Тата юрланă вăхăтра кăлараççĕ. Мĕнле сăвă юрланă вăхăтра çĕрĕ тухать, çавăнтан çынни вара ăрăскаллă пулать.

çĕçĕ

(с’э̆з’э̆, с’ӧ̆з’ӧ̆), нож, ножик. N. Çĕçĕ чиксех таврăнас пулать сан. Тюрл. Çĕçĕ вичкĕнĕшĕ (çивĕчĕш), çĕçĕ тăрши (тӳрчĕ). К.-Кушки. Çĕççе илсе пар-ха. Passe moi iе couteau. В. С. Разум. КЧП. Вăл кăсйинчен çĕçĕ кăлара пуçларĕ. Орау. Çĕççипе аяккинчен чикрĕ те, çĕççи те çапла, чикнипех, юлчĕ (остался в боку). Ib. Ах, çавăнтах çĕçĕпе чиксе пăрахăттăм усала. Ib. Икĕ пĕр пек вăрăм çĕçĕ. Два ножа одинаковой длины. ЧС. Вырттарсассăн (девочку в гроб), пуçĕ патне çĕçĕ хучĕç те: эсĕ ку çĕçĕпе лере çăкăр кас; тата йĕппе çип хурса: кунпалан кĕпесем çĕле, терĕç. КС. Çта çĕçĕ патне каянн! Куда ты к шуту лезешь (кричат на животное). Ib. Çĕçĕ тимен! Ib. Çĕçĕ тимен пырна! Хорачка. Çĕçĕпе портă тăртăмăр. Мы жили плохо, во вражде. || Часть плуга, резец (разрезывает впереди). Янгорч. || Употребл. как брань. N. Нимскер хыпса çăтасса пĕлместĕн, çĕçе! Все готов проглотить — чтобы тебе ножик в глотку! (Говорит жена пьянице мужу).

çĕтĕк

(с’э̆дэ̆к’), рваный, драный, оборванный. Йӳç. такăнт. 25. Сана аçу качча тăлăппа панă-и? Çĕтĕк кут! Ах шуйттан кĕвенти, çара-çерçи! Собр. † Çĕтĕк кутлă тимĕрçсем (кузнецы в рваных штанах) сиксе тимĕр çапаççĕ. Алик. † Çĕтĕк кĕрĕк тимĕрçĕ сиксе çапать тимĕрне. Юрк. Арăм, эсĕ каллех мана çĕтĕк кĕпе тăхăнтартăн! Сюгал-Яуши. Хамăн сăхман çук, сĕтĕк алшăли тăхăнса ачасемпе ăрам витĕр тухса каятпăр. || Оборванный, оборванец. N. Çĕтĕк майра макăрĕ. (Сохан). Зап. ВХО. Çĕтĕк майра çынна йĕртĕ. (Сухан). N. Пĕр хулана çитнĕ те, пĕр çĕтĕк маряран ыйтнă: чăнах-и çакăнта патша хĕрĕн куçĕ суккăр? (тенĕ). || Развалившийся, обветшалый. Курм. † Ĕçрĕмĕр те çирăмăр, тата пире мĕн кирлĕ? Килĕм толли ачам пор, çĕтĕк сала килĕм пор, чӳречерен чӳречея пăхаççĕ поль: апи килмерĕ, тесе, куç пак кĕтсе тăраççĕ поль; карта толли выльăхăм пор: хуçам килмерĕ, теççĕ поль. Пис. Çапах та эпĕ хăракаласа çĕтĕк çатан урлă кĕтĕм. В. Олг. Çĕтĕк пӳрт (плохая). || Худой, дрянной. Тогаево. Вăл каллах пĕр çĕтĕк кĕсре илсе килнĕ, тет. || Тряпье, рвань. ЧС. Хăйсем чĕреспе шыв, çĕтĕк тытса тăраççĕ, çĕтĕкĕсемпе шыв сирпĕтсе тăраççĕ (во время пожара). Эпир çур. çĕршыв. 23. Пирĕн вулăс тырă, çăмарта, çĕтĕк, хăяр, паранкă, панулми, çырла, аш-çу сутать. N. † Анне: çĕтек сотас, тет, сонтĕк илсе парас, тет. Юрк. Мĕшĕн çак çĕтĕксене пĕрте салатмастăн-шн? Орау. Çĕтĕк юсаччен çĕнĕрен ту, тиççĕ ваттисем. || Харкотина. Пшкрт. Çетĕк тохат (тоҕат). См. çĕрĕк. || Капризник. Орау. Ан йĕкĕлте (не дразни) ăна, çĕтĕк.

çвеши

(с’вэжи), свежий. Якейк. Эп паян пасартан çвеши (чĕр) полă илсе килтĕм.

та

(та), и, да, еt (соединительный союз). См. те, а также Оп. иссл. чув. синт. I, 243—246. Регули 1484. Мана та она пачĕç, ыттисене памарĕç. Мана та, она та пачĕç. Ф. Н. Никиф. Сум та пилĕк пус, 30 коп. (но: ик сум вунă пус, без „та“, или: ик сум вунă пус, 60 коп). Ib. Пин те çĕр тенкĕ, пин те пĕр тенкĕ. Ib. Тенкĕ çурă, 11/2 руб. Ерк. 4. Куçăм-пуçăм вут та хĕм выляса кайтăр. СТИК. Пасара карăм та.. чашкă-çпала илсе килтĕм. N. Кăшкăрса пуçтартăмăр та, киле кайма шухăш турăмăр. КС. Апла та (и так) хăтланчĕ, капла та (и этак) хăтланчĕ — пултараймарĕ. Регули 1546. Кивĕ полсан та, çĕнĕ полсан та илĕпĕр (все равно купим). Кивине (киввине) те, çĕнине (= çĕннине) те илĕпĕр. || Выражает повторение. Якейк. Пуян та пуян, терĕçĕ (все твердили, что он богат), хăйĕн виç тенкĕ окçи. Ib. Йăвана: начар та начар, терĕçĕ, халь пырса пăх-ха Йăвана мĕн манерлĕ çорт туса лартрĕ. Кушакпа автан 15. Катмар хурăнсен кăтра пуçĕсем лăстăр та лăстăр йăштăртатаççĕ. Чав. й. пур. 15. Таяпасем каланă: куртăмăр та куртăмăр, тенĕ (все, один за другим, заявляли, что видели). || Указывает на длительность действня. Букв. 1904. Çавăнтан кайран Йăвашка Энтрейĕсем аккаланă та аккаланă вара (знай себе пахалн). || Да и.. Ала 13. Эпĕ паян кунĕпе çӳресе ăвăнтăм (устала), каç та пулать, кунтах çăвăрас пулĕ манăн. Н. Карм. Нумай та калаçрăм, каçарăр мана. Толст. Хĕвел кăшт тухать те, анса та ларать (взойдет не надолго, да и закатится). || Даже. Изамб. Т. Ик-виç кун та шырарăм, лаша çинчен пĕр хыпар та илтеймерĕм. || Даже, даже и. Ст. Чек. Кушакĕ тармас та (даже и не убекает), тет. КС. Пĕр çухрăмах та çук. Нет даже и версты. Ib. Хытăраххăн та чĕнсе пăхрăм та, итлемеçт. Даже пробовал и покричать, не слушает. ТММ. Асапсăр пулла та пĕверен кăлараймастăн (с русск.). Чуратч. Ц. Эсĕ çакшăн та макăратăн-и? Уншăн пĕрте ан макăр, кил хам çумма вырт, пĕрле çывăрар. N. Аш мар, полă та памаç. СТИК. Çакна та ĕнтĕ туса хураймастăн! Даже и этого не можешь сделать. || Усиливает обобщение. Альш. Вăл шыв чăххи ытти кăвакалсем пек вĕçсех çӳремес: вăл ялан та хăмăш ăшнелле тарат. N. Манăн икĕ ывăлĕ те (или: икĕ ывăл та) салтака кайрĕç. (Но: икĕ çулĕ те Нурăса каять). Ib. Пирĕн икĕ учитĕлĕ те Хусана кайрĕç. N. Вĕсем пурте кунта. Они все здесь. N. Ун пекки кирек ăçта та пур. Такие есть всюду. || Выражает усиление и в др. случаях. N. Кил! эпĕ сана нумай шывсем çинче ларакан ытла та (очень уж) аскăн арăма сут тунине кăтартам. Ерех 3. Вăл Мускавра çамрăкранпах пĕр хапрăкаэ ĕçленĕ, ялта пĕр-икĕ çултан ытла та пурăнман. Абаш. Эс топмăн та. Ты пожалуй и не найдешь. Шăна чир. сар. 12. Хăш Йышши шăна талăкра аллă хут та ытла сысать. М. Яуши. Эсĕ мана темиçе хут та улталарăн. Бгтр. † Ку инке усал пулсан, çичĕ çулсăр та килес çук. Шел. II. 64. Миçе юрă кунта? тесен: икĕ çĕр юрă та ытла.. терĕ. N. Вăхăт нумай иртрĕ, уйăх та ытла сантан писме илменни (уже больше месяца, как я не получал от тебя писем). Кан. Ял совечĕ кăçал çу-каçа та (за все лето ни разу) Кăмакал ялĕнче халăх пухăвĕ туса иртермен. Орау. Мĕн çур сахач (= сахачĕ), сахат та ытла иртрĕ пуль ĕнт! Какие полчаса, наверное, уже больше часа прошла! Альш. Кĕтӳçĕсем ялан та (повтоянно) тутар ачисем хăйсен. Ib. Пĕр-иккĕшĕ (сăвăрсем) ялан та ту çинче çын килнине сыхласа лараççĕ. Ib. Пĕр вунă-вун-пилĕк çухрăм хутлăхĕ çӳлĕ ту килет ялан та. Ib. Малта таçта çитиччен ялан та анаталла каймалла. Баран. 122. Ватă йывăçăн варри ялан та çĕре пуçлать. Ала 5. Вăл каларĕ, тет: эпĕ мар паттăр, тесе, вăт паттăр та паттăр, халь тухнă, тет, Иван Суволов паттăр. || Усиливает отрицание. N. Пĕр конта ояр кон çок. Нет ни одного ведряного (ясного) дня. Регули 1428. Вăл пире пĕр татăк та çăккăр паман. N. Эпĕ улахран пĕр каç та юлман. || N. Вăл кӳлĕ пит çутă, çавăнпа та (поэтому то.. и) ăна Çутă-кӳлĕ тенĕ. К.-Кушки. Вăл ăна вĕлернĕ те. Он-то его и убил. || Так как. Абыз. Кликка каларĕ, тит: вăрларăм; ху каларăн та вăрлама. N. Унта çул çук, карти çумнех юр çуса тултарнă та. Там нет дороги, так как там нанесло снегу к самому забору. || Правда, что.. но (уступление). N. Çанталăкĕ сиввине сивех мар та.. Правда, что сегодня не холодно (и потому нет нужды, напр., топить печь). || Изамб. Т. Упăшки те наян та, арăмĕ тата ытларах. И муж-то ленив, но жена еще ленивее. Кратк. расск. 12. Иосиф вăл хăй кирек мĕнле пултăр та, çапах та пирĕн тăван-çке вăл. || Но, а, да (противительный союз). N. Чавса çывăх та, çыртма çук. (Послов.) СТИК. Çакна туса хумаллаччĕ те, пулмарĕ. || Хотя.. но. КС. Вуламан пулсан та (хотя и не читал), эпĕ çапах (всё-таки) пĕлетĕп. Ib. 1509. Эпĕр каламасан та, вăл пĕлĕ. Хотя мы и не скажем, но он узнает! Баран. 123. Намăс та пулсан, (хотя и стыдно сознаться, но..), пирĕн хушăра ун пек çын нумай. || Иногда при употреблении этого союза речь кажется оборванной, при чем как бы остается невысказанным какое-то воэражение или ограничение. N. Укçу пур-и ара? — Укçи пур та.. А есть ли у тебя деньги? — Деньги-то есть. N. Çаплине çапла та.. Так-то оно так.. (оно верно-то верно.,.). Якейк. Манасси манман та (забыть-то не забыл).. каласси каламан та. корасси корман та.. тарасси тарас çок та.. вăрçасси вăрçас çок та. Альш. Тарçи калат: мĕн, пачăшкă, вăрçатнам? тет. Пупĕ: вăрçасса вăрçмастăп та, ахаль калап, тенĕ. КС. Аплине апла та, ыйтмасăр та илме юрамаçть çав. Так-то так, но дело в том, что и без спросу брать не годится. || Иногда присоединяет следствие. N. Антон уксак та, хытă утимас. Регули 401. Эп çавăн чох пырса та онта, эп пĕлетĕп вăл вырăна. || Просто, прямо. Шурăм-п. Чăваш хăй куçне те ĕненмест. Унăн шухăшĕпе ку улпут ухмах та. Якейк. || С деепричастием на „сан“, „сен“ иногда соответствует русскому может быть. Якейк. Кайсан та кайăп. Может быть и пойду. Ib. Парсан та парăп. Может быть и дам. || Уж и.. N. Нумаях та тăмасть, урамăн хăрах хĕрне çаратса та тухать. В. С. Разум. КЧП. Кунта ларсассăн, каç та пулса кайĕ, манăн киле каймалла. КС. Туса хутăн та-и? Ты уж и сделал? N. Чĕнтĕм анчах, чопса та çитрĕ: ах ĕçесси килет ӳке! (вероятно, ему хочется пить). Ал. цв. 10. Çапла жалать те, хĕрлĕ чечеке татса та илет. Чуратч. Ц. Пăртак ĕçнĕ-и, ĕçмен-и, куна усал сухалĕнчен ярса та илчĕ (уж я схватил), тет. || Выражает неожиданность. М.-Чолл. Ир тăрсан, пăхать, вунă улма çук та (а десяти яблоков уж и нет), тет. || Именно. Якейк. Чĕре ыратнăран та тохтăра кайнă, ахаль кам каять-ке? (Гов. с недовольством). || Соответствует русскому „а“. N. Самай та юлашкинчен пит нумай (пĕр виçĕ пин ытла) пĕр хуçаран илсе таврăннă. Завражн. Поп патне карăм та, попĕ çок та тăта (еще). || В отрицании — даже и не, и не. Ск. и пред. чув. 50. Ан та шухăшлăр шăннă ĕç çинчен! Янтик. † Пир(ĕ)н Тимеше пырсассăн, çĕр тенкĕсĕр ан та пыр (т. е. не имея сотни рублей, чтобы уплатить за невесту). N. Çавна валлиех сăкманлăх илейĕн-е (купишь ли на кафтан); укçа сахал пулсан, ан та ил. Конст. чăв. Тинĕс хĕрне çитсен, нумаях та тăмарăмăр, пароход çине кĕрсе лартăмăр. || В выражениях удивления — ну и.. Толст. Ăслă та-çке сан пуçă, ăстарик! N. Макарăн та чăмăрĕ пысăк-çке, ача! Альш. Аван та юрлаттаратьчĕ вăл ачасене. || В песнях иногда имеет неопределенное значение. Н. Карм. † Пĕчĕк кăна лаша — турă лаша, Белебейрен йăвăр та тиярăм; ах аттеçĕм, тетĕп, ах аннеçĕмI пĕлеймерĕм — йăвăр та каларăм. || В произведениях И. Н. Юркина как индивидуальная особенность встречается в главных предложениях, которыми вводятся в диалогах собственные слова второго из собеседников. Юрк. Мĕншĕн? тет ку та, хăне апла каланăран, ăнланаймасăр.

тайăл

(-ы̆л), наклоняться, нагибаться, склоняться. Бгтр. Уйри çĕмелсем мал еннеле тайăлсан, килес çулĕнче тырă лайăх пулать, теççĕ. Чураль-к. Тайăла-тайăла ан макăр, тайăлса ӳкĕн, Потаçăм! См. потаçăм. N. † Самарăн сарă шыв юхать, сарă хумăш çинчен сарăлса, сарă хумăшсем юлать тайăлса. КС. Тайăлса, тайăлса пычĕ те, тӳп! кайса ӳккĕр. Все наклонялся, наклонялся (идущий), да как бухнется! Ib. Тайăличченрех хурса пар-ха. Положи на весы, чтобы перетянуло. Н. Карм. Ай-хай, пуçăм, çамрăк чунçăм, ырлăх енне пуçăм тайăлчĕ (склонилась голова). || Подкоситься. В. Тим. † Эпĕ çак килсене килсен, тухаймарăм урам тайăлаччен (не ушел раньше того, как у меня подкосились ноги, т. е. от хмеля). Альш. † Тайăлмастпăр, тайпăлмастпăр, çичĕ юта парăнмастпăр. Ск. и пред. чув. 26. Туй халăхĕ тайăлать, ӳсĕр халăх çывăрать. || Кланяться нагибаясь. КАХ. Мĕн çырлахманнине ху çырлахтар ĕнтĕ, тет те: çырлах, тесе, таялать. (Молитва из „Валĕм-хуçа“ в „тайăн-сăра“). К.-Кушки. Пирвай. Валлене кĕл-тунă: пĕр халăхпа асăнатпăр, витĕнетпĕр, тутлă чĕлхепе, ăшă питĕмпе тайăлатпăр, йăлăнатпăр. Пазух. Тăван, лар вырăнна, тыт куркăна, тайла тăрар эпир умăрта. N. Виçĕ хут вуласа, виçĕ хут сăхсăхса тайăл. Т. VI, 34. Хура халăх тайăлат сана. (Ӳчӳк кĕлли). Буин. † Ваттисем пуррине пĕлнĕ пусан, çĕлĕкĕме илсе тайлас мĕн. N. Тайăлса пуççапсан. || Прислоняться, опираться. Тим. † Пĕчĕкçĕ лашу, турă лашу, турти çинче ӳсрĕ тайăлса; ай-уй савнă тусăм, хура куçăм, çын çинче ӳсет-çке вăтанса. || Клониться. N. Пĕрре, кăнтăрла сулăнса, хĕвел каç енелле тайăлнă вăхăтра. || Убавиться по жалейку. КС. Сăра пăккинчен тайăлнă. N. † Сорковой пички тайăлмасăр, эпир киле каяс çок. || Пройти (о годах). N. Нумай çамрăк çулăмсем тайăлчĕç. || Лишаться (силы). Сред. Юм. Ватлап пôлас, вăйран тайла пуçларăм (лишаюсь сил). ЧП. Тайăл (ураран). Ала 55. Ватă, курпун, куçран тайăлнă (слабая глазами) карчăк пырса тăчĕ кĕлет алăк патне. N. Ватла-киле пĕр оптен куçĕ вăйран тайăлнă (слаба глазами стала). N. Вăл тăн-пуçран тайăлнă пулсан та, ан шыра, тӳс. N. Пит шухăшласан, çын ăсран тайăлать, ухмаха ерекенсем те пулаççĕ.

таянчăк тыттарни

назв. свадебного обряда. Ильм. (Çĕнĕ-çын) çуна çинчен ансан, каччинĕн хурăнташĕ картаран пĕр лаша тытса пырат та, каччине йĕвентен сăкман аркипе тыттарат. Каччи вара виçĕ хутчен хĕвел тухăçĕ енелле пăхса сăхсăхат те, лашине çуна йăри-тавра виççĕ çавăрат. Çапла тыттарнине таянчăк тыттарни теççĕ. N. Килне çитсен, карташне кĕрсен, пусма умне чарăнаççĕ хĕр кӳммисем. Кунта лаша илсе килеççĕ, çураçнă чухне асăннине. Кăна таянчăк тыттараççĕ, теççĕ. Таянчăка çав лашанăн чĕлпĕрне çĕн-çынпа кĕрӳ пĕрне пĕри чĕлпĕре халат аркипе параççĕ те, юлашкинчен лаши çине ывăтса яраççĕ. См. Магн. М. 204.

тайăн

(таjы̆н), малый. Начерт. 164. Хурамал. Тайăнрах (или: кемрех, сахалрах). Ib. Тайăнрах (неполный) пĕр çăк (воз) япала илсе килтĕм. ЙФН. † Пĕчĕк-тайăн Ултук пур. Эпĕр тайăн тенĕ-мĕн, турри пусăк тутăр-и (пусть сделает). Якейк. Вăсен пӳрчĕ пирĕн пӳртрен кĕт тайăнтарах (поменьше). Тиханьк. Çолĕ пор, кĕлеткн тайăнрах. Года есть (возрастом не мал), а телом маловат. Собр. Килте вăл вăхăтра тайăн (немного) сăра тăваççĕ. Персирл. Паян пĕр тайăн сăра турăмăр. Ib. Пĕр тайăн орапа тияса килтĕмĕр (средний воз). N. Икĕ тайăн орапа полчĕ. Сам. 72. Пӳрчĕ тавра тайăн хӳт-вĕрлĕксемпе хӳнĕскер. || Непонятный, примитивный? N. Эпир калаçакан чĕлхе те ĕлĕкрех упăте чĕлхи евĕрлех тайăн пулнă. || Так называют ребенка, не вошедшего в ум. СПВВ. ГЕ. Тайăн (тесе) ăс кĕрсе çитмен ачана калаççĕ.

тайăн

вес (pondus), значение, способность. Чхĕйп. Çĕр çинче çĕр çине нумай тĕрлĕ шăтса тухакан япалана пуринчен ытла хĕвел, çăмăр, сылăм, лăпкă вĕрсе тăракан çил (кирлĕ). Вара çак тăват япаларан ырлăх пулсан, кĕрек çта акнă вăрлăх та хăй тайĕнпе çимăç кӳрет. N. Хурланса йĕр, кăмăлупа хуçăлса макăр, пĕр кунччен, икĕ кунччен хăй тайăнĕпе хуйхăр уншăн. СПВВ. АС. Тайăн = хăйне кура (Недостаточное обьяснение). N. Арăм илни — пурлăх пухасси пуçламăшĕ; арăм илсе этем хăй тайăнĕпе хăй валли пулашу туянать, шанчăк илсе канăçлăх тупать.

тав-ту

приветствовать. Янш.-Норв. Упăшки арăмне сак çине лартсан, ывăлин (т. е. жениха) ашшĕпе амăшĕ вара тултарса лартнă куркана тав-туса ĕçеççĕ: ашшĕ ывăлне тав-тăвать те, акă çак сăмахсене калать... N. Эсĕ мана аса илсе праçникшĕн пĕр виç курка тав-туса сăра ĕç-ха. (Письмо). N. Тав турĕ те, ĕçсе ячĕ. Пазух. Йĕрке çитмессерен тав-тăватăр, савнă хăнăрсем эпир-и (мы ли желанные гости)? N. Хĕрĕ пӳрте кĕрсен, ашшĕпе амăшне ӳксе пуççапать. Ашшĕпе амăшĕ вăл вăхăтра куркапа сăрă тытса тăраççĕ; вĕсем, сăрине ĕçсе, тав-тăваççĕ: тав сана, хĕрĕм! теççĕ. N. Вара хĕре ĕçтереççĕ тав-туса, пĕркенчĕк илсе пыраççĕ. Корсун. † Тăванçăм тав-тумасăр ĕçмерĕм: тав-тăва, тав-тăва ĕçтерчĕ. Юрк. Чи малтан тултарнă эрех куркине, кӳршипе хăнине тав-туса, хуçи тĕппипех хăй ĕçсе ярать. Тепĕр черккине тултарса, кӳршине тыттарса, ăна ĕçсе пама хушать. Т. VI, 60. Унтан ĕçтерекенни: арçынсене ĕçтерсе пĕтертĕм, тет. Вара кĕл-кĕлекенни: ĕçтерсе пĕтертĕн пулсан, хĕрарăмсене тав-ту, тет. Юрк. Кĕл-туса илсен, лешсем пекех пăраçникпе тав-тăваççĕ, мĕн тăваççĕ, укçа парасса кĕтсе. Микушк. † Тав-тусам-и (надо: тăвам-и), тайăлам-и, ăсталла, тăван, каям-и? Т. VI, 64. Вара хуçисем ларсан, ытти юрлаканнисем ахаль пуççапаканнисене тав-туса параççĕ те, ĕçеççĕ. N. Унтан пăлтăрта мăн-кĕрӳрен курка илсе, упăшки (новобрачный) арăмне, ятне каласа, тав-туса ĕçтерет. Унтан хĕрĕ те (новобрачная) упăшкине ятран каласа тав-туса, ĕçтерет. || Благодарить. Хурамал. Ĕçсе çисен, вара тав-тăвать. N. Вĕсем ĕçсе çиеççĕ те, вара хуçисене тав-тăваççĕ. Поев и попив, они благодарят хозяев. N. Вăл хăйне ырă тунăшăн темĕскер пек тав-тăвать. За сделанное ему добро он бесконечно благодарит (т. е. очень признателен).

тавăр

(тавы̆р), возвращать, вернуть. Бес. чув. 9. Эсĕ час тавăрайăн-ши? Манăн нумаях та мар укçам, вăл та пулин хама кирлĕ пулать. N. Вара ăна патша каллех Риме тавăрнă (вернул). Кан. Тавара хакла сутнипе нумай услам илет те парăма юлнă укçана услампах тавăрма пултарать. || Свернуть. Тим. † Тавăрăпăр сăмсине. (Угроза). || Переворачивать. N. Вуниккĕн ыраш çапаççĕ, Митрофан тавăрат. (Çăкăр çини). СТИК. Кĕлте таврас, сарăм таврас (переворачивать снопы или посад во время молотьбы). N. Шур кĕпелисем çапаççĕ, хĕрлĕ кĕпели тавăрса пырат. (Апат çини). Сĕт-к. Утă тавăр, ворочать сено (на сенокосе). || Засучить (рукава). КАЯ. Эпĕ кĕпе çаннипе куçа тавăрса шăлтăм. Тăв. 53. Тĕкĕр пек çуталса выртакан кӳлĕ хĕрринче Кулине шурă йĕм тавăрса тăрать. || Выворачивать. N. Вăсем ухтарса пирĕнне кăсясене те тавăра-тавăра хучĕç (они вывернули у нас карманы). Изамб. Т. Куçа çӳп кĕрсен, пĕр-пĕр аста арăм чĕлхипе çуласа тупат та, унтан тавăрса илет. Орау. Куçне-пуçне тавăрса ларать. Сидит, неприятно растаращив глаза. Утăм. Куçĕсене тавăрса пăрахса çӳреме тытăнчĕç. Якейк. † Пирн апия йорас-тăк, корăк тымарне таврас полать (выворачивать). || Выворачивать наизнанку. Сĕт-к. Кĕпе тавăрса тăхăнтăм, кĕпе тавăрса чиксеттĕмч. Баран. 162. Çĕлĕкин хĕррине çăмне тулалла туса тавăрса хунă (у кадмыков) || Оплатить. Янш.-Норв. † Ах хăтаçăм, тăхлачçăм, çирĕн ĕçкĕре-çикĕре тавăрса пулĕ-ши ĕмĕрте! N. † Тăвансем лайăх, хамăр чухăн, тавăрассинчен хăратăп (боюсь, сумею ли я им воздать равное). Ст. Чек. Пурне те тавăрса пĕтереймĕн, хăшне тата турă тавăртăр. Собр. Çак çăкăра таврайăп-ши ĕмĕр иртиччен? Удастся ли мне когда-либо воздать (им) равное за этот хлеб-содь. N. Вĕсем саншăн тунине хирĕç мĕнпе тавăрас пур санăн? Чем ты можешь заплатить за их заботы о тебе. Ал. цв. 10. Хăна ырăлăх тунăшăн эсĕ çапла тавăр-тăк-и ĕнтĕ мана? || Мстить. N. Ку çынна епле хирĕç тавăрам-ши (месть)? N. Макар Семенов çине Аксенов çав тĕрлĕ хытă çиленнĕ, хăй пуçне çухатсан та, ăна таврассиех килнĕ. || Воздать. Ёрдово. † Пире кăçал çын çини, таврасчĕ те, ял аслă. Цив. † Çынтан илтнĕ сăмаха турă тавăртăр, тейиеттĕм (т. е. пусть бог обратит дурные пожелания на проклинающего). || Возвращать назад (невесту). КС. Хăшĕ калаçнă хĕре каялла тавăраççĕ. || Отказаться от покупки. N. Тавăрчĕ, спятился (о покупке). || Опровергать. N. Ку хушăра тавлашнă çĕре министрсем те пыркаларĕç, анчах министрсен сăмахĕсене çавăнтах тавăра-тавăра пычĕç. N. Хăвăн çу сĕрнĕ çыннуна, Давид чурушăн та пулин, ахаль тавăрса ан ярсам. || Возмещать? Юрк. † Ялта ырă çынсем нумай пулĕç, хамăр тăвансене çитес çук, çитсен те ăна таврас çук, тавăрсан та пире пулас çук, пирĕн юлнă кăмăл тулас çук, пире юлташ пулса тăрас çук. СТИК. Ку лашана илсе эпĕ усă кураймарăм; акă ĕнтĕ илни икĕ çул, çинĕ хакне ĕçлесе тавăрайман пуль (не заработада истраченного на нее корма).

тавăрăн

тавăрн (тавы̆ры̆н, обыкн. тавры̆н), возвращаться. Регули 1421. Эпĕр тавăрăнтăмăр, вăлсам тата малалла (яла çитиччен) кайрĕç. ТХКА 52. Ара, лашасем ярса тавăрăннă чухне, çул урлă кашкăрсем каçса карĕç те, çавсем тытасран çĕр-хута лаша шырама тухрăмăр та çав. Орау. Чипер пынă çĕртенех, каяла килелле тавăрăнса каяççĕ (неожиданно для зрителей). || Завернуться. Байгул. Кĕпе çунă чух кĕпе тавăрăнса кайсан (если завернется пола), кĕпи хуçи вилет, тет. || Повернуться. N. Унăн кĕсри темле каялла тавăрăннă та, хирĕç пыракансемпе пĕрлешсе тепĕр хут Шупашкаралла кая панă. || В перен. смысле. N. Вара çапла хăçан хăйсен кăмăлĕ таврăначчен выляççĕ. || Сделать оборот во время пашни. Нюш-к. Ака-суха тунă чух вĕсенĕн йышĕ çынсем тухаччин пĕр вунпилĕк хут тавăрнса та илеççĕ (сделают 30 борозд). || Обиваться, обмочалиться. Изамб. Т. Туя вĕçĕ тавăрăннă (обился). || О месяце. См. уйăх тавăрăнни. || В качестве вспомог. глагола. БАБ. Илсе тавăрăн, принести или привести откуда-либо (напр., из соседей).

тавăся

(тавы̆сjа), тавăсье (тавы̆сjэ), тавăссе (тавы̆ссэ), тавăсси (тавы̆сси), тавăссие (тавы̆ссиjэ), то же, что тав сие благодарность за угощение. Йӳç. такăнт. 22. Улюн. Тавăся, атте! Сана атте ыран пыма питĕ чĕнчĕ.. ТММ. Тавăсье! — Лап çĕре! Янтик. Тавăссе ĕçсе çинисене! Эпир пăрмаях (= пĕрмаях) килетпĕр-çке, хăвăр пĕрре те пымастăр! (Это гов. гость хозяину, когда хозяин поднесет ему первый стакан). Етрух. Тавăссе тăвара-çăкăра (т. е. çăкăра-тăвара), тавăссе сăрасене! теççĕ. Сред. Юм. Сăра ĕçсе тавăрннă чôхне, кама кôрнă, çавна пôрне те, шапка илсе: тавăсси! тесе, иртсе каяççĕ. КАХ. Кунăн-çĕрĕн выльăхĕ-чĕрĕлĕхĕпе санăн уру айĕнче çӳретпĕр, санăн таврашра ĕçлетпĕр, сан патран ĕçке-çике каятпăр. Сана, кайнă чух, кучченеç паман пулĕ, тавăрăннă чухне тавăсси туман пулĕ — ан çиллен, каçарсам. (Из письма). Изамб. Т. Тавăссие = тавссе.

тавнаранпа

издавна. Сред. Юм. Тавнаранпах хаклă шалу илсе порнать хăй, ни çорт хôшни çôк, ни окçа-пôхча ытлин-çитлин тыткалани çôк.

тавсси

(тавссиы), то же, что тавссе., спасибо за угощение. Тюрл. Тавсси! (Гов. встречному из гостей). Сред. Юм. Тавсси тăвар-çăкăра! (Сăра ĕçме пырса кайнă çын, ӳлмерен пасарта-мĕнте хăйне хăнана чĕннĕ çынна тĕл полсан, çапла калать (т. е. благодарит). Ib. Сăра ĕçсе тавăрннă чôхне кăш (= хăш) çын хăй йоратакан çынни патне тавсси тума кĕрет (при входе в дом он говорит хозяину: тавсси). Ib. Тавсси тума кĕтĕмĕр. Ib. Пасарти ĕçкĕн тавсси тăвасси-мĕнни çок ôн. Сăра ĕçме пырса кайсан, хăнана пыни ӳлмерен пасарта-мĕнте хăй хăнана кайнă çынна тавсси тăвать (благодарит). Пасарта ĕçтернишĕн тавсси тумаççĕ, çавăнпа вара пасарта эрех илсе ĕçтерекен çынна пасарта ĕçсе çӳренĕшĕн вăрçнă чохне çапла калаççĕ. Ib. Тавсси-ха ĕçнисĕне! (Хăнана пынă çын хуçине, хальччин ôн патне никçан пырса корман полсан та, çапла калать). Ib. Сăра ĕçсе тавăрнсан пӳрте кĕрсенех малтан: тавсси, хĕрт-сорт! теççĕ, вара тин çемйĕсене тавсси тăваççĕ.

таклаттар

понуд. ф. от таклат, стукать. КС. Патакпа сĕтеле таклаттарчĕ. Стукнул (не сильно) палкой по столу. Кан. Туяна (трость) илсе таклаттарса тухрăм (вышел, стуча ею). Шорк. Таклаттар, стукнуть (напр. пальцем по столу; слабее, чем шаклаттар! Ib. Пӳртре тоюпа таклаттармасан та йорĕ ĕнтĕ. || П. Патт. Таклаттарса чуп. || Бодать. N. Каç-таки çавăн кутĕнчен пĕрре пырса таклаттарчĕ (не особенно сильно, кăрăслаттарчĕ — было бы сильнее). || Колотиться (о сердце). Кан. Чĕре тукмакпа тӳнĕ пек таклаттарса тапать (колотится с страшной силой).

така

(тага), баран. СТИК. Така, така так, ик мăйраки шак; ачасене аш, хама тир! (Говорят детям). Ib. Така пек лашăна (заметьте афф. 2-го лица, хотя говорящий имеет в виду свою личность) мĕн илсе тухам пасара! (Така пек лаша тесе пĕчĕкçĕ лашана калаççĕ). Орау. Пирĕн пĕр така пек лаша пурччĕ. Хурамал. Сурăх таки, баран. Вомбу-к. Така çăмартисем (из них — вкусное блюдо). Орау. Така (или: вăкăр) çăмарти пекскер виттĕр пăхать. Смотрить в бинокль. (Ирония). N. † Таçти хĕрсем така пек, пирĕн ял хĕрсем янтал пек (как стёклышко). Пшкрт: таҕа тирри, баранья шкурка (у др. така тирĕ). Сред. Юм. Хăна пырсан, така пусса, така пуç çитерсен, питĕ (хисеплени) пăхни полать (первое угощение). || Ягненок мужск. пола. N. Ку така-и, путек-и? Это баран или ярка? N. Паян качака пранларĕ, икĕ така туса пачĕ. || Баранина. N. Така пиçес вăхăт лар. Изамб. Т. Сыв пулăр, Питрава така çиме пырăр.

така пуç çитерни

(така пуçĕ çитерни) назв. обряда. СТИК. Качча кайнă хĕре ашшĕсем сурăхсем парса яраççĕ (парне). Çав сурăхсем пăруласа така тусан, вăл такана пусса, пуçне хĕр ашшĕсене çитерме каяççĕ. Така пуç-урисене килте пĕçереççĕ те, ăна чашкă-савăт çине хурса, çыхса, хăнана илсе каяççĕ, çавăнтах тата пăтă, урăх мĕн пĕçерсе каяççĕ.

такам-та-пулсан

кто-нибудь да.. N. Такам-та-пулсан тĕртсе янă пуль (поджёг), теççĕ. N. Такам-та-пулсан илсе кайĕ.

талпаслантар

понуд. ф. от талпаслан. || Напрягаться, стремиться. Кан. Тĕпекрен çулса илсе, пĕре хы-ытă талпаслантарса пăхсан, мĕн калĕç-ши ку çынсем?

талхăр

(талhы̆р), фыркать (о лошади). Хурамал. Лаша талхăрсан, çумăр çăвать, теççĕ. || Свирепеть. Чем люди живы. Ятлаçсан-ятлаçсан, Матрӳне Симун патне талхăрса пынă та, çаннинчен ярса илсе (схватив за рукав)… КС. Хăй хĕремесленсе ӳкнĕ, ман паталла талхăрса пычĕ. Он побежал (не подбежал; см. Опыт иссл. чув. синт. II.) ко мне с свирепым видом. || Бушевать (о стихии). Сам. 80. Хăш чух тата çак çĕрте тăвăл тухнă, талхăрнă, çӳллĕ йăвăç вĕçсене ыткăнтарнă, çавăрнă.

танкăлтаттар

понуд. ф. от танкăлтат, заставлять ступать против воли (тащить с собой). Хурамал. Эпĕ пĕр ачана аллинчен тытрăм та танкăлтаттарса çавăтса кайрăм. ЧС. Çыннисем çавăта пуçласан, луçĕ çавăтакансене кутăн çаврăнчĕ те, хайхискерсене çырма тăрăх танкăлтаттарса илсе кая пуçларĕ. СТИК. Танкăлтаттарсах кăларса ятăм. Я выгнал его толчком, схватив за руку. || Заставлять звонить.

тапса ил

заростать, Хорачка. Перĕн картара пилеш тапсисе (= тапса илсе).

тапăн

(табы̆н), приставать, наседать. Сятра. Кĕсруна паратни, мăкăрна паратни? тесе тапăнат, тет, хоçине. Шурăм-п. Çимен амăшне: хăçан çиме лармалла, тесе, тапăна пуçларĕ. Шибач. Она тапăнчĕç çак картла выллякан хоçасам (хозяева): вот, тет, йомах каласа кăтарт, теççе. КС. Укçа тĕлĕшĕнчен эпĕ санах тапăнас тетĕп. Насчет денег я хочу обратиться к тебе же. N. Çынна тапăнат хытă (пристает). N. Эсĕ мана ма хытă тапăнатăн. Çĕнтерчĕ 36. Йăтă тапăнса (ожесточенно) вĕрни илтĕнет. || Напасть. Сĕт-к. Мана тапăнчĕç. На меня напали (пристали ко мне с предложением). Янтик. Ĕнер каç Ентюк пиччене вăрăсем тапăннă, тет, анчах тусур (ночной караульщик) хуçисене тăратнă та, вăрăсене хăваласа янă. Пшкрт: соҕа патн’а (кайсассăн), утн’а шы̆на таβы̆нза. Бел. Вăрă-хурахсем тапăннă çын пирĕн ялти Левруш пиччех пулнă. Кан. Калчасене хурт тапăннипе тапăнманнине асăрхамалли. || Цив. Каç, Качака Илюкĕ Илюк маткине тапăннă, тет: анчах ачисем кăшкăрма пуçласан, тухса тарчĕ, тет. Ст. Чек. Аптранă кăвакал амăшне тапăннă. См. аптăра. Трхбл. Ун арăмне вăрманта теçетник (лесник) тапăннă (напал с целью изнасиловать), тет. || Наступать. Истор. Урал тăвĕ урлă каçса Çипир (Çĕпĕр) çĕрне кĕрсенех, тутарсем Ермака тапăна пуçланă. || Пытаться, пробовать, приниматься, браться. Сред. Юм. Мĕн пôлать, тапăнса пăхар-ха. Пуяс тăк та, çакăнпа пуйăпăр ĕнтĕ, пĕтсен те, çакăнпа пĕтĕпĕр. (Предлагает решиться на большое дело). N. Çав вăхăтра шывран пĕр пулă тухнă та, ăна çăтса яма тапăннă (вознамеридась проглотить его). Истор. Вырăссем вĕсен Измаил ятлă креппăçне икĕ хутчен илме тапăннă, анчах ниепле те илеймен. Сред. Юм. Тапăнса пăх-ха (попробуй-ка), çĕклейретне, çĕклеймесне (поднимешь или нет)? Ст. Ганьк. Пуртăр витмест, хурçăр витмест, мĕшĕн тапăнатăр юмана (= мĕн пикенетĕр юмана касма)? || Покушаться. Изамб. Т. Пĕрре кĕркунне вăрăсем пирĕн сурăх картине кĕме тапăннă. Ib. Тула чупса тухма тапăнатчĕ. || Приниматься, браться (за что). N. Усал ĕç тума тапăнни. Трхбл. Вĕсем ĕçке тапăннă халь. Они теперь заняты пированием. ЧС. Мĕн тăвас, аптранă енне вара эпĕ киремете тапăнаттăм укçа шырама. Собр. Вăй çитменнине ан тапăн, теççĕ. Не берись за непосильное дело. (Послов.). Изамб. Т. Вăрăсем кĕлет çăраççине çĕмĕрме тапăннă та, çĕмĕреймен. || Начинать. Сред. Юм. Вилме тапăнсан илсе килчĕç. Привезли, когда он уже был при смерти. N. Ашшĕне тархаслама тапăнать. || Собраться (сделать чта либо). Чăв. й. пур. Çуркунне, урам хушши хуралсан, армана кайма тапăннă (собрался ехать). Ib. Алă пусакансене ирĕксĕр хăратса, хĕнеме тапăнса пустарттарнă (заставили расписаться, приложить руку). || Вымогать. Ала 9°. Лешĕ ватă хуçа çапах та арăма ирĕк-сĕрех тапăна пуçланă, тет,

тапта

(тапта), топтать. С.-Устье. Упасем ампара(л)ла пĕр-пĕрин çине тапта-тапта кĕрсе пĕтрĕç, тет. Г. А. Отрыв. Мăн çул хĕрне кайса, пилĕк таран çĕре алтса кĕртсе, таптаса лартнă (зарыл „Чĕкеçук чĕлхеçе“). Чураль-к. Ут таптасан — хирĕç вăрăнни (во сне). С. Айб. † Çерем çинче чавкапуç, ăна эпир таптани; çав кас хĕрсен усаллăх, ĕсе (= вĕсене) эпир ятлани. Юрк. † Çав ялсенĕн хĕрĕсене тап! ӳкер те, тапта кай. Вишн. 73. Пусса (в колодец) выльăх тислĕкĕ ан кайтăр, тесе, ун йĕри-таврашне тăм сарса таптаса хытарас пулать. || Наступать ногами. Эльбарус. Ĕнисем ман хыçран таптама хăтланса, мĕкĕрсе, вăрмана янтратса, çĕмĕрсе пыраççĕ. N. Лаши хыçран пĕртте юлмаçть, хыçран таптасах пырать (не отстает). Тимяши. Вăл анчах илсе каясшăн пулмарĕ: çынсем таптĕç, тесе. || Истоптать (хлеба в поле). || В перен. см. ЧП. Ыр çынсемпе ан çӳрĕр, начарсене таптаса. Собр. Çамрăк пуçăм çине тăшман таптать. || Sabire. Ст. Чек. Автан чăхха таптат.

тара пар

отдавать в аренду. N. Ана тара паратпăр. N. Çак анана эпĕ Михаляна тара патăм. N. Халĕ патшалăха тытса тăрса вĕсем тара панă укçине анчах илсе тăраççĕ.

тара

наем, аренда. (Собств. дат. п. от тар; употребляется в значениях прямой формы). Кан. Ăçтан илсе пĕтерен вăл Кĕркурирен укçа, унăн яланах тара çинче. || Наемный. Ерк. 7. Урхан тара халăхсем уйри ĕçе пухнă чух, шаккăлсене шакканă.

тарай тутри

то же, что тарай çитти; „красный, каемчатый платок (с белыми полосками по краям)“ Микушк. Собр. † Тарай тутри çине сар чашăкпа сим лартар. Юрк. Аннеçăм (так!), ир тăр та питне çу, шурă тарай тутрине пусса шăл (утрись). Бугульм. † Çеçен хир урлă тилĕ юртать, шурă тарай тутрисем витĕнсе. Шел. 20. Çулте тарай тутрисем вĕлтĕр-вĕлтĕр вĕçетчĕç (при пляске). Якейк. † Ылтăн сăпка, йĕс пĕкечи, тарай тотри сарсамăр. Сенчук. Кĕçĕн инкенĕн тӳшекки — тарай тутри татăкĕ. Мусир. † Урлă кĕлет тӳпи çине урлă-марлă кашта хур. Урлă-марлă кашта çине тарай тутри илсе сар, чăпар куккук илсе ларт.

тарам

(тарам), не важно, не жалко; ладно бы, наплевать (от русск. даром?). С. Тим. † Хурăн-çырли пиçнĕ чух хурăн-ташран уйăрăлтăм; хурăнташ та тарамччĕ (это бы еще ничего, но дело в том, что), атте-аннĕрен уйăрăлтăм. КАЯ. Манăн унталла-кунталла пăхасси тарамччĕ-ха (это еще ничего бы, что я стал посматривать туда и сюда, а дело в том, что), урнă йăтă ăçта кайнине пăхса тăма пикеннĕ. КС. Тарам-çке умпа, юлтăр-и! — Тарам мар-ха, илсех каяр. Пусть останется, это неважная вещь.— Не „пусть останется“, а непременно возьмем. Ib. Тарам-çке манпа, ыттисене илсе кай-ха! Ну меня-то что, ты вот других возьми (туда)! Тюрл. Тарам (пускай), мана кирлĕ мар! (Говорит, если что-нибудь дают). N. Аттăм кĕли тарамччĕ, хĕрсен пуçĕ сыв пултăр. БАБ. Пысăкрах ачасене çапла хытланса çӳресен те, тарамччĕ ĕнтĕ (ладно бы). Пĕчĕкçĕ ачисене мĕне кирлĕ иккен çав каçсерен тухса çӳреме. Ib. Унта пĕр вилес вăхăт çитсен, ӳпне мар, кутăн çакăнса вилсен те тарам, терĕ. К. П. Прокоп. † Виçĕ тĕрке пушăтран хăрах çăпата кăларчĕ, вăл та пулин сулахай; сулахай тарамччĕ (ничего бы), вăл та пулин пасарăн (о женихе). Ашшĕ-амăшне. Ватă шăм-шаксем ырата пуçларĕç те, çапах вăл тарам-ха (но это ничего). Аттик. Анне пăрахса килсессĕн (остатки воды, кусочки хлеба, которые бросила она на перекресток от лăп-лап), Матюк аппана пама (за лечение) вăтăр пиллĕклĕх тенки ун патне илсе пычĕ. Матюк аппа аннене: укçишĕн тарам (деньги не имеют важности), сип пултăрччĕ-ха; вăл укçи тармĕ, сип пулни укçаран та хаклă, терĕ. Хăй укçана илчĕ те: ачам, часрах чĕрĕл, тесе тухса кайрĕ. N. Кил пăхасси çапах пире тарам халь (смотреть за домом для нас не важно). N. Пуян хĕрĕ пушмаклă; тарам пушмак пултăр та, урам йĕрне пустармăл (пусть она в башмаках, я все-таки не позволю обижать себя). Урам йĕрĕ çул пултăр, çак ялти хĕр тус пултăр. Якейк. Эп сире йорă йорланăшăн хĕвел-çармĕш илсе парăп (куплю). Хĕвел-çармĕшшĕн тарам та-ха (подсолнышки для нас не имеют значения, мы за ними не гонимся). N. Уншăн тарам-çке, юрĕ-çке! Ладно, и без этого обойдется! Чертаг. Тарам-çке, кирлĕ мар, хăвах çи! К чему? Напрасно. Не надо, ешь сам. (Гов., напр., отказывающиеся от какого-нибудь угощения). || Хотя. Якейк. Ман лаша, тарам (хотя) пĕчĕк полсан та, санчен иртерет. М. Тиуши. † Ах, лашам пĕчĕккĕ! Тарам пĕчĕккĕ пулсан та, çăка каски турттарать. || Впустую, понапрасну, ни к чему. Сред. Юм. Кăçал тыр та полман, ытлин-çитлин окçа-пôхча çôк пирĕн, ĕçкĕ тăвасси тарам полать-и мĕн (видно, придется оставить мысль о пирушке). Ib. Тарам пôлать пôль. Видно придется оставить (задуманное). Ib. Тарам пôлтăр! Оставим (это)!

ку тарана

до этого предела, до этих пор. N. Кунтан куна хăварса пырса ку тарана çитертĕм. ЧС. Выçăллă-тутăллă пек, йĕрсе-макăрса ӳссе, ку тарана çитсе, çӳçлĕ-сухаллă пултăм. N. Ку тарана пăхса ӳстертĕм, малашне ĕнтĕ хăй те пурăнкалĕ. Сунт. Ку тарана çитсе миçе хĕре улталарăн? Кан. Ку тарана çитсе (до сих пор) аласемпе чĕн илсе памарĕ. N. Ку тарана сывă (здорово) пурнатăп.

тарăх

(тары̆х), мученье. || Горестное, тяжелое положение. Ст. Чек. Çак тарăхранах таçта кайса кĕрĕттĕм. Чăв. й. пур. Çав тарăхпа вăл шыва кайса вилме тапăннă (решил утопиться). || БАБ. Çавсем тарăхĕнчен (т. е. от назойливых указаний деревенских, не советовавших оставлять ребенка в больнице) вăхăтсăрах илсе таврăнтăмăр, тет. Ib. Эпĕ вăл ачасем тарăхĕнчен ĕнтĕ таçта тарăхса çитнĕ [измаялась я с этими (моими) ребятишками?].

тархас

пожалуйста. Панклеи. Карчăка вăл (она): тархас, тет, пĕр-пĕр патакпа, илсе, çап мана пуçран, тет. В. Олг. Тархас килччĕ. Пожалуйста, приди. Слеп. Тархас пар. Пожалуйста, дай.

тасат

(-т), чистить, прибирать, убирать. Регули 1365. Кил-картине тасатсах тăр. Сятра. Симĕс корăк, ман орая тасат! тет. (Просительно: ман орая тасатай). О сохр. здор. Ун чух вара пӳрт лартма суйласа илнĕ вырăна тасатас-тасатасах пулать. Сред. Юм. Кил-карти тасат, убирать двор;. атă тасат, чистить сапоги. || Придавать лоск, бдеск. Сред. Юм. Атă тасат. N. Ку сăмавара тасатмалла. Этот самовар надо вычистить. || Вычищать (что откуда), очищать, удалять нечистоты. N. Вакон çоль çинчен йор тасатрăмăр. Мы очищали железнодорожный путь от снега. N. Кайран, вилнĕ çынна пытарсан, виççĕмĕш кунне ирттерсен, вăл шыва тĕпсакайĕнчен тăпри-мĕнĕпе тасатса кăлараççĕ. Виçĕ пус. 33. Тырăсенчен юлнă япаласене тасатаççĕ. ХЛБ. Ана çинчек вăхăтра шыва тасатаймасассăн, тырă пулассине ан кĕт. || Производить суеверный обряд очищения. Етрух. Пушалăстă, тасатсамччĕ! Хаклă тăрать-и вăл тасатма? тет. (Чăваш чирĕ). Ib. Юмăçа килне илсе кайса тасаттарни. Юмăçĕ тасаттаракан патне пырсан, хай çурштав эрехе пĕчченех ĕçсе ярать те, вара тытăнать тасатма ӳсĕр пуçĕпе. Вăл: акă епле тасататăп, тет: пур чир-чĕре кил ăшчиккинчен хăваласа кăларатăп çакă килтен. Унтан кĕрсе каять тĕп-сакайне те, тĕслĕрен çӳп-çап, лăп-лап илсе тухать пĕр такана, уна вара суйлан пек тăвать. Усене суйласан, пĕр таса шурă тутăр çине çыхса хурать. Тата унтан вара юсман икерчне те савăн пек тепĕр шурă тутăр çине хурса çыхать. Унтан вара татах тепĕр хут йĕплĕ хул пĕр ывăç илет те, сакайне татах кĕрсе кайса, пур кĕтессене çапса шăлса тухать. Хăй сăмахне çапла калат: çакă килтен сире хăвса каларатăп; часрах тухса кайăр, тесе. Татах çӳле, пӳрте, тухсан та, пур кĕтессейрен çапса çӳрет. Çапла çапса пĕтерсен, йĕплĕ-хуллине тула илсе тухса, татах хуçи хуралтне уçса, çапла çапса шăлса пĕтерет юмăçĕ. Вара унтан, хуралчĕсене пĕтерсен, кил-картишне шăлан пекки тăвать. Çавă мĕн тĕттĕм çĕре çĕрĕпех тасатать! Унтан вара йĕплĕ-хуллине хапхаран тулашĕ енеле пăрахать тăкма кайиччен. Çапла вара юмăçĕпе хуçи пӳртне кĕреççĕ те, татах хатĕрлеç пĕчĕккĕ татăксем шурă тутăр, 5 тутăр татăкĕ: пĕрин çине çыхаççĕ ыраш çăнăхĕ, тата тепĕрин çине урпа çăнăхĕ, теприн çине кĕрпе, теприн çине тăвар çыхаççĕ, теприн çине пĕренĕкĕ, хур-кăвакал евĕрлĕ, çыхаççĕ, а çăвне пĕр чӳмлек катăкĕ çине илеççĕ; вара çав малтан хатĕрленисене, юсмансене, сакай çӳпписене пурне те пуçтарса пысăк тутăр çине çыхать. Вара юмăçĕ хуçине лаша кӳлме хушать; хуçи часрах йăпăр-япăр кӳлет те, хуçипе иккĕшĕ çав япаласене илсе, тата йĕплĕ хуллине те хапхан тулашĕ енчен илсе хураççĕ. Вара тăкма уя тухса каяççĕ. Çапла кайсан: пур парнепе тăкнине пĕлтерет, теççĕ, пур кил-ăшчиккинчи чир-чĕре, усала-тĕселе чипер тутлăх парнепе кăларса яраç, теççĕ. Парнесĕр тасатсан: выçăпа калех киле тавăрнать, тет юмăçĕ. Çапла вара тасатса пĕтерсе тавăрнсан, юмăçне хуçи татах питĕ ĕçтерсе ӳсĕртет те, леçсе хăварать киле. Ст. Чек. Тасатни тени — кĕл-туса çини. Сред. Юм. Тӳркиллие тасатса панă (дал жертву духу). || Уничтожать. Хăр. Паль. 11. || Шарккуне те пĕр самантра тасатса хучĕ (все сьел). || Украсть. Альш. Укçине те пăхат — укçине тасатнă-кайнă (украдены), тет. || Убрать (спровадить, убить кого). N. Ку япала манăн пупсене тасатма пултарĕ вĕт. Ведь этот субъект сможет убрать (спровадить) убитых мною попов. (Из сказки). || Регули 1366. Мана тасатсах исе карĕç. Синерь. Нӳхрепре пĕтĕм этем кĕлетки вакласа тасатса хунă, тет.

тасаттар

понуд. ф. от гл. N. Праçнике пӳрт ăшччиккине тасаттартăм. Орау. Киле-çурта пĕтĕмпех пăснă (напустили порчу на весь дом). Такăшне илсе килсе тасаттарас ĕнтĕ. Етрух. Юмăçĕ, тасаттаракан патне пырсан, хай çурштав эрехе пĕчченех ĕçсе ярать.

тат

(тат), рвать, срывать, отрывать. Шурăм-п. Мăйăр хăмла пек пулать, эрнере татса пĕтет (в неделю срывается). Кильд. † Çаврăнайса-çаврăнса ут çулнă чух, татса-татса пĕрлĕхен хыпмарăм (здесь „Татса-татса“ — сорвав много раз). Трень-к. Манран ку улма-йывăçĕсене (кам) ватса, олмисене татса карĕ? тесе ыйтрĕ. Арзад. 1908, 13. Пĕчĕк Иванкка пахчаран тăхăр хăяр татса кĕрсе, йăмăкне 4 хăяр, пиччĕшне З хăяр панă. Орау. Мăк пилеч (билеты на право собирания мха) илнĕ çĕртре паян халăх пĕр-пĕрне хĕснипе (в давке) пĕрин уринчи çăпатине татса юлнă (сорвали с ноги). Пир. Ял. Упăшки вăхăтра сиссе татса антарнипе вилмелле пулман. || Разорвать. Сорм-Вар. Унччен те пулмарĕ, карчăк: урлă татса хыпам-ши, тăрăх татса хыпам-ши, тесе калама тапратрĕ, тет (т. е. разорвать ли тебя вдоль или поперек?). Б. Яныши. Хорĕ (гусь): пре татам та, пре хыпам, тет. Чураль-к. Кам-та-кам шарлать, çавна чĕпĕтсе татсах илмелле. В. Олг. Торă татса кайманскер! (Сильная брань). || Порвать. Янтик. † Туртсан тимĕр татас пек. || Перервать. N. Тупă пулькки тивсе, кĕлеткин(е) варăнчен татса пăрахрĕ. Шурăм-п. Юрлакан, ĕретри çынсен аллине татса каяс тесе, вирлĕн (стремительно) чупса пырать. || N. Татса яр, ссадить (напр., кожу). || Разрушать запруду, прорвать. N. Усалсем (черти) арман пĕвине татса яраççĕ. М. Яуши. Эпĕ пĕр армана татса ярса тăратăп, тем чул пĕвелеççĕ те, чараймаççĕ. Мижула. Пĕр урамра темиçе пĕве пĕвелеççĕ, малтанхин пĕви толсан, ярать те, кайрисен пĕвисене татса каять. || В пассивном значении. Якейк. Армансам татса кайнă. Ib. Выл çинче паян пĕр арман та йолман, тит, порте татса кайнă, тит. Коракыш. Вăл каланă тăрăх утмăл лав йĕплĕ-хулă хатĕрлесе пĕвине пĕвеленĕ те, пĕви татса кайман. || Разбередить, сорвать (напр., болячку). Сборн. по мед. Хăш чухне тата кĕсенĕсене ача хăй чавса татнăран та пулать (это происходит). || Пилить, рубить. Регули 197. Вотă татнипе выртать. Дрова лежат нарубленными. Ib. 1. Вăл вотă татма каять. Мусур. † Пирĕн йысна пуласси — авăн вутти муклашки, урайне хурса татас пек. Кан. Татман юман хăмасем. || Нарезать (салму). Ядр. † Сала-кайăк тăриччен салма татса ярсассăн, пирн варлине эс юрăн. || Рвать (шерсть). N. Кунне пĕр тенкĕ паратьчĕç мана, эпĕ çăм татнă çĕрте ĕçлеттĕм. || Ощипывать. С. Алг. Кăçалхи çул ăна (кăрккана) çапнă-антарнă, тытнă-пуснă, туртнă-татнă, каснă-вакланă, пиçнĕ-хуçнă, лармалла та çимелле иккен. (Такмак). || Дергать (конопли), драть (лен). Якейк. Кантăр татмалла полать те ĕнтĕ. Ib. Кантăр татса пĕтертĕмĕр. Изамб. Т. Йĕтĕне татсан, çапса вăррине илеççĕ. N. Кантăрсам та татрăмăр, пăрçасам та çултăмăр. Сред. Юм. Кантăр татас. (Кĕркунне ана çинчен çăлассине калаççĕ). || Прерывать (сон). Орау. Ăйăх: татсан — татăлап, чăссан — чăсăлап, тесе калать, тит. Сон говорит: „Если меня перервут, я перервусь, а если растянут — растянусь“. Сред. Юм. Ыйăх татсах (лишая себя сна) ôнта кирлĕ мар япалашĕнех çӳремесен те йорĕччĕ. || Пересекать. Эпир çур. çĕршыв 15. Урамне (улицу) икĕ çĕрте урлă урамсем (переулки) татса каçаççĕ. || Переграждать. N. Манăн тĕрĕс мар çула тат. || Переходить, перебегать (дорогу). Шурăм-п. Кушак çул татсан, телей пулмасть. || Отводить, отрезать (землю). Альш. Вăл çаранне (луга) ăна вĕсем чăн лайăх тĕле суйласа татса параççĕ (в самом хорошем месте). N. Землемер (мишавай, мешевей) мĕнле татса пачĕ: пурне пĕрле-и? || Подводить, подрезывать; подкузьмить. N. Халĕ тата çак икĕ çул хушши тырă пулманни ытла та татрĕ (здорово подрезало, подвело). || Срезывать, подрезывать. Изамб. Т. Кĕпе пĕвĕ пĕтсен, пусма (ситец) татса пĕреççĕ (сборками). Ib. Ул татса пĕрнин аял хĕррине тата пусма татса пĕреççĕ (оборки). Ib. Кĕпи аркине (у чувашек) икĕ тĕлтен татса сыпаççĕ. || Покидать (надежду). N. Йывăр пирĕн иксĕмĕрĕн хуйхăмăр, юлташăм, тенĕ, çапах эсĕ ĕмĕте татса ан хуйхăр. || Разбивать (надежды). Фин. Çавăнтах: тырă пулĕ-ха ĕнтĕ, тесе, тăнă çĕртрех тăм ӳкет те, санăн пĕтĕм ĕмĕтне та(та)ть пăрахать. N. Ан кул, пит чĕрене татать. N. Ашшĕ-амăшĕ, унăн кăмăлне татас мар тесе, ăна чарса тăман, куç-çулĕпе йĕре-йĕрех хăйсен пĕртен пĕр ывăлне пилленĕ. Конст. чăв. Ку сăмахсене вĕсем мана хăратса анчах каланине эпĕ пĕлтĕм те, анчах хирĕçес мар тесе, шухăшланă шухăшăма çав тĕрлĕ татрĕç пулин те, эпĕ вăсене пĕр самах та хирĕç тавăрса каламарăм. || В дееприч. форме на „са“, „се“ иногда передается наречием: вдоволь, в изобилии. Кратк. расск. 16. Акă ĕнтĕ пĕтĕм Египет çĕрĕнче çичĕ çул тырă-пулă пит татса пулĕ (уродится в изобилии). Капк. Тырри те татсах пулмарĕ те, пĕрлешесси çинчен шарламаççĕ-ха. СПВВ. НВ. Тырă-пулă пит татса пулать (родится отлично). Аттик. Эй, Ел-кӳлли! Çĕртен те, çӳлтен те татса пар; тырă пулмасăр хăварса выçă ан вĕлерсем. (Моленье). Турх. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтне вĕсене татса парĕ-ши (совершенно полно, вдоволь). || Выплатить. Бес. на м. г. Ак сирĕн хошшăрта куланай татни те нумай мар, пурăнăç та çителĕхлĕ мар. || Отбыть обязательный срок. N. Эсĕ çӳресе татман. Ты не отслужил (не отбыл) своего срока (в пастухах). || Лишать. Магн. М. 115. Тырăран татăк ан тăрат, пураран ан тат. (Моленье). ЧС. Эй, ĕнем, ĕнемI Халиччен сĕтрен-çуран татманччĕ, çуллен пăрулаттăнччĕ. Ал. цв. 10. Эсĕ мана мĕн пур телейĕмрен татрăн ĕнтĕ! || Отказывать себе, лишать себя. N. Эсĕ у (= вăл) укçана хăвăнтан татса янă пуль (отказывая себе в самом нужном). Сред. Юм. Хамран татса патăм. И себе нужно было, но я ему дал. N. Хăна ху пиртен пулас ырăлăхран ан тат (сам себя). || Решать (дело). Янш.-Норв. Пĕр çураçса ĕç татсан, вĕсем туй тума анчах хатĕрленсе тăраççĕ. Н. Сунар. Эсĕ пирĕн ĕçе татса пар ĕнтĕ. Ты уж рассуди нас (т. е. рассуди наши дела). N. Ман ĕçе татса парсам. N. Сире вăтантарса калатăп, сирĕн хушшăрта тăванпа тăван хушшинчи ĕçсене татса пама пултаракан ăслă çын пĕрре те çук-и мĕн? Истор. Вечера (на вечере) ĕçе вăрçмасăр, çапăçмасăр сайра (редко) татнă (надо: ĕçе вăрçмасăр... татни сайра пулнă?). Ib. Çапăçса хăшĕ çиеле тухнă, ĕçе те çавăн майлă татнă вара (решали в его пользу). Т. IV, 64. Çав ĕçе татсан, кам юрлас килекенĕн, пурте юрлаççĕ. N. Ĕçе туса тат. Синьял. Тăваттăн сута тăраççĕ, пĕччен сут татать. (Алăк уçса тухни). N. Кам мĕн чухлĕ илсе пырассине татса хуман. N. Кĕске татса калакан сăмах, поговорка. || Окончить, завершить. Кан. Службă татса киле кайма хатĕрленекен хĕрлĕ салтак. || Мстить. Полтава 68. Виççĕмĕш мул — Мазепа хирĕç татса парасси („месть“). || Удерживать. N. Кантор окçине татса йолмарĕç. || Придавать определенность, точность, систематичность. Юрк. Чăнласах та пирĕн чăвашран нумăйĕшĕ çак сăмаха татса калаймасăр „псав“ (вм. тат. бы̆зау) анчах теççĕ. ГТТ. Пурне те (обо всем) татса, уйăрса çырмалла (определенно, систематично). N. Час-часах пур япала çинчен татса çырса пулмасть. Сред. Юм. Тем йăмахласа ларчĕ, пĕрте татса каламарĕ. Не знаю, что говорил, не высказал всего ясно. N. Тĕплĕ ыйтса пĕлмесĕр, татса каламалла мар. Нельзя сказать определенно, не разузнав основательно. N. Татса калани, решительный сказ. || Обрывать (чью-либо речь). Ал. цв. 14. Аслă хĕрĕ ашшĕ сăмахне татсах калать: хăш хĕрӳ валли эсĕ хĕрлĕ чечек илсе килтĕн, çав хĕрӳ хăтартăр сана, тет. N. † Хапха умĕнчи вĕлтĕрене çапĕçĕ те татĕçĕ; ютсем йышлăн, эпĕ пĕччен, калĕçĕ те татĕçĕ. Орау. Çынна пĕр-ик сăмах пат каласа татать. Он обрывает человека сразу, одним или двумя словами. N. Амăшĕ вĕрентем пек тăвать: анчах ачисем ăна: эсĕ ху та нимĕн те пĕлместĕн, тесе, каласа татса хураççĕ. N. Çын сăмахне татса илсе ан калаç. || Сказать резко. N. † Пуян çыннăн ывăлĕ тесе сасартăк каласа ан татăр. Н. Лебеж. † Эсир татса каласан, эпир те татса калăпăр. Кĕвĕсем. Леш кассенĕн хĕрсене каласси пур пĕр сăмах; калăпăр та татăпăр: чĕрисене çурăпăр. Богдашк. † Çав Анаткас хĕрĕсене каласси пур пĕр сăмах, калăпăр та татăпăр, чĕрисене çурăпăр. N. || Выражает усиление. Турх. Авăна татса çапат (здорово, не кое-как). N. Сăмаха татса калаçни (бойко?).

татса каймалла

назв. игры. Николаев. Татса каймалла; ку вăйя вылянă чухне вылякансем икĕ ушкăна уйăрăлаççĕ. Пĕр ушкăнĕ тепринчен пилĕк-ултă хăлаçран хире-хирĕç тăраççĕ. Унтан пĕри хирĕç тăракан ушкăнăн çыннисене татса кайма чупать. Лешсем тытса чарсан, ку çавăнтах юлать; тытса чараймасан, камсен хушшинчен тухать, çавсенчен пĕрне лĕш ушкăна илсе каять. Унтан ку ушкăнтан пĕри калех тепĕр ушкăнне татса тухма чупать. Татса тухсан, пĕр çыннине илсе килет, татаймасан хăй юлать.

таха

(таhа, почти энкл. из та+ха), вот, но..., вот, да... (указывает на то, что известное положение или заявление ограничивается чем-то последующим, хотя и не всегда упомянутым. В некоторых говорах это выражение ставится как после твердых, так и после мягких слов; в других же после мягких употребляется только те-ха, а посде твердых та-ха, и тогда следует писать оба эти слова через соединительный знак. ЧС). Сан пек усалла часах пусса ӳкерекенччĕ-таха. Сорм-Вар. Ачасене илсе килтĕм-таха, пыл çияççĕ лаçра (т. е. но их нет тут, они в лачуге). ЧС. Вăл вилсен пире ирĕк юлĕччĕ таха... (т. е. он еще жив). N. Мĕн тăватăн эсĕ унпа? Вăл амăшĕсене курма кайрĕ.— Эпĕ унăн шăлнĕ пулатăп та-ха, вăл киле çитеймарĕ, çул çинче вилнĕ пулмалла. Тораево. Улпут та тухать, тет, çак Иван патне, калать, тет: Иван, мĕшĕн эсĕ пĕрре те ман пата килместĕн, тесе калать, тет.— Иван: пырас-таха, тесе калать, тет. СТИК. Лаша илсе ятăм-таха, питĕ шух-няк! Ib. Пасара карăм та-ха. Пĕрене тавраш пулĕ, терĕм, нимĕн те çук. („Слегка говорит, так себе, монотонно“). Ib. Авăн çапмалла та-ха çав, хулана питĕ кайса килмеллеччĕ, укçа çук (нужно было сьездить в город, но некогда — надо молотить). Ib. Çавăнпа каймалла та-ха вара, пĕтĕм ĕçе пăрах та кай (брось все дела и иди. Говорит человек другому, который хочет уйти куда-то с работы).

таханла

подковать. См. таканла. Изамб. Т. Тулта лаша таханлаканни пулат (стан для ковки лошадей, в кузнице). Арзад. 1908, 33. Ун патне (к кузнецу) ик лаша таханлама илсе пынă.

ташлаттар

вдвойне понуд. ф. от гл. ташла. N. Хĕрсемпеле епле пурнан-ха? Хĕрсене ывăç тупанĕ çинче ташлаттаран пулĕ? Янш.-Норв. Унтан ташлаттарма пĕр вăйçă илсе килеççĕ те, туй тума тытăнаççĕ. || Трезвонить. Трхбл. Сăвăр Хĕветĕр (вм. Хĕветĕрĕ) чансене ташлаттарат кăна (о трезвоне).

те

(тэ, т’э̆), и, да, еt (союз). См. та. СТИК. Çапла пĕр çул иртет, иккĕ те иртет. Прошел год, прошло и два (из рассказа). N. Мĕн çиес килнĕ, ăна çирĕмĕр (ели): улми те пур, пылĕ те пур, чăххи те пур, тепĕр чухне вара çăккăр çиме те вăхăт çукрах. Слакбаш. Ан çи те, ан ĕç. Эп ĕçместĕп те, çиместĕп те. Альш. Хĕр чухне кăна савăнни те. Только и радости то, что в девках (в девичестве, т. е. пока не вышла замуж). Зап. ВНО. † Çакă ялăн ачине инке-арăм та юрĕччĕ; пирĕн ялăн ачине пĕр сар хĕр те юрĕччĕ. Панклеи. Кошак кон патне те сиксе тохать. Хĕр кошака тапать те ярать, тапать те ярать. || Может повторяться. Альш. Пурте пур унта: пĕр килĕ хăнисем — унта Каши те пур, Мертли те, Раккасси те, Пӳркелĕ те. Регули 1489. Эп те, вăл та пыман онта. || Иногда речь бывает прервана. N. Лаши шăнарать те... лошадь сердится (и потому опасно к ней подходить). N. Хăй тивет те!.. Сама бьет (заставляет работать и пр.). || Хотя и... Регули 1483. Эп ĕнер килтĕм те сирĕн пата, эсĕр килте çок. СТИК. Пухăва каймаллаччĕ те ĕнтĕ, анти — мансăр пуçне те тăвĕç мĕн тумаллине, тенĕ. Орау. Хĕлле эсир: мана чăваш сăмахĕсене çырма ярăп, терĕр те, ямарăр. Орау. Ĕнер вăл ман пата килнĕччĕ те, эп: килте çук, теме хушрăм. Регули 82. Ман конта исе килес те, эсĕр илес çок (или: эп конта исе килсен те, эсĕр илес çок). Сред. Юм. Авăн пит çапмаллаччĕ те-ха, хôплать вит Çĕрпӳве каймалли. N. Ку юр кайсан выльăхсене килте тытматтăмăрччĕ те-ха, анчах юр хăçан кайĕ. Орау. Лаша, теме хăтланать те, уçсах калаймаçть. Хочет сказать: „лошадь“, но выговаривать ясно не может (напр., маленький ребенок). || Уже. Кан. Вăт, Кĕркурин, курăк каллех çулмалла пулчĕ те, теççĕ. Альш. Тухатпăр, япаласене вăй çитнĕ таран пуçтаратпăр та, пирĕн ял вăтаткасса çитнĕ те ĕнтĕ вут хыпса. Яргуньк. Лешĕ (он) кĕпипе хурĕ (= хыврĕ), тет: хусан, Ваньккă çитсе кĕчĕ, тет. Хурамал. Çапла каласанах, леш çын хутаççа кĕрсе те выртнă. Бгтр. Мăнкон çитрĕ те-и? Разве пасха уже наступила? || Тут же. Альш. Кайрĕ хайхи вут чупса. Пĕр килле хыпать те (огонь), тепĕрин çине сиксе те ӳкет. Коракыш. Каçпа карчăк тухнă та: ши! шăхăрнă, кĕç улттăн сиксе те тухнă. || Вот и. Кан. Индустри зайомне çырăнса илекенсем пулчĕç-и те. || Указывает на нечто непредвиденное. Юрк. Çемйисене Пăвана куçарнă вăхăтра (он) хайхи ашшĕ, Миките Микулайĕ, вилсе те каят. Шинар-п. Атте мана каларĕ: мĕн тăвасси мĕн те, пĕтетпĕр вĕт! терĕ. Отец отвечал мне (на вопрос: что делать?) Что делать то, что делать, а ведь, мы погибаем! Орау. Вăсем иккĕшĕ пĕрле пурăннă çĕртех старикки чирленĕ те, вилнĕ те (или: вилех те кайнă, или: вилсе те кайнă, или: вилнĕ-кайнă). Альш. Мишукне салтнă та, тутарĕ сиксе те тухнă. С. Айб. Улпут, хуран куклине илес тесе, аллине кăкшăма чиксе ячĕ, тет те, алли кăкшăмран каялла тухмасть те, тет. || При обобщении. N. Шывне виçĕ савăчĕпе те (во всех трех сосудах) илсе килеççĕ. Якейк. Ман виç ĕнине те сотмалла полчĕ. Кан. Хăшĕ калаççĕ: Çеçпĕл Мишши сăввисем çинчен каламаллăх та çук, унăн мĕн пурĕ те 2—3 сăвă çех, теççĕ. Полтава. Мазепа вăлсен иккĕшĕн пуçне те кастарнă. Мазепа велел им обоим отрубить головы. N. Унăн вăрăмĕ те мĕн пурĕ те çичĕ çухрăм анчах. N. Пирĕн мĕн пурĕ те (всего на всего) пĕр урам анчах. Коракыш. Кирек те мĕнле (во что бы то ни стало), Иван арăмне мана илсе пар. Во что бы то ни стало, добудь мне жену Ивана. Синерь. Хун ирĕк (твоя воля), кирек те мĕн ту. Ашшĕ-амăшне. Мана тесессĕн, кирек те ăçта кай. По мне, так иди куда хочешь. || Выражает усиление. Юрк. Пирĕн кăмăлăмăра пит те килсеччĕ (она). ТММ. Атăл çинче темĕн чухлĕ те кимĕ çӳрет те, çапах та йĕрĕ палăрмасть. (Хĕрарăмсем çинчен калаççĕ). Ала 27. Эсĕ ăçтисем (ты чья), эпĕ сана кунта халччен те курман, тенĕ, тет. N. Пĕр çирĕм хутчен те кайса килет пулĕ вăл. Янтик. Ц. Лачкасси пирĕнтен инçех те мар; васкаса, хăраса чупнине çитмелле те мар. || Соответствует русск. „а“ (в некоторых оборотах). N. Çурчĕ те, ачам!. Çурчĕ, çурчĕ. Çуртне пăх-ха! Один дом чего стоит („а дом то“...). || Юрк. Çурт туса пачĕ пулĕ? тесе ыйтат.— Пачĕ те, тет ку та. || Даже (иногда не переводится). Завражн. Онччен темĕскер те полĕ-ха! До тех пор еще невесть что случится (может случиться). N. Çапрĕ те-и ăна. Тыттарчĕ те-и вара ăна? N. Çын ĕçленипе тăранса пурăнса вĕсем ĕçлеме манса каяççĕ, кайран пĕр ĕç те ĕçлейми те пулаççĕ. О сохр. здор. Çав хĕрнĕ çан-çурăм çур тавлăкчен те сивĕнмест (от паренья в бане). Шурăм-п. Çавăн пек чăваш пĕрех çеç те марçке-ха вăл. Ведь, таких-то чуваш, смотри, не один. || В песнях имеет неопределенное значение, заменяет недостающий слог в тексте. Альш. † Икĕ те сарă ача эп ӳстертĕм, икĕ те хура куçăмсенчен пăхтарса.

те

(тэ), говорить. Панклеи. Мĕн тетĕн? Что ты говоришь? N. Мĕн терĕ? Что он сказал? Регули 466. Мĕн темеççĕ çынсам! Чего не скажут люди! (т. е. они могут сказать все, многое, их не переслушаешь). N. Ивана мăшкăлласа кулнăшăн, акă мĕн тенĕ. || Вводит прямую речь, как русское „говорить“. N. Каларĕ, тейĕн ак! Вот ты сам убедишься, что я сказал (правду). N. Вилеп, тесех тăрать. Все твердит: „умрет“. N. Эсĕ ан мантăр, тесе. Ст. Шумат. Эсĕ тăват уралă, эпĕ икĕ уралă, тет,— хăшĕ те хăшĕ валтан анĕ (кто из нас раньше сойдет)? тет. Ал. цв. 20. Эсĕ паян ешĕл йывăç пахчине пырса туратсем, чечексем, çулçăсем карнă ху юратнă хушша кĕрсе лар та, акă çапла кала: шанчăклă чурам, калаç-ха манпала, те (скажи), тет. Сред. Юм. Хай ача: эсĕ ман аппа пôлан-çке, эпĕ сан шăлну вит, тесе ячĕ (воскликнул), тет. || Весьма часто вводит предложения, соответствующие русской косвенной речи; при этом вводному предложению нередко предшествуют глаголы думания, говорения и вещания, а глагол „те“ ставится после него. Подлежащее вводного предложения часто заменяется вин. падежом, а самое построение вводного предложения нередко частично изменяется в сторону косвенной речи. Шурăм-п. Тутлă шăршă кĕрет: ăçта та пулин пыл пур, темелле (подумаешь, что...). Регули 476. Поплеççĕ: вăл килмест, тесе (или: вăл килмест, теççĕ). Гаворят, что он не придет. Ib. 1481. Эп пирĕн тесе (или: тесе те, т. е. подумал), пирĕн полмарĕç. Эп пирĕн, терĕм, пирĕнех полчĕç (оказались нашими). Ib. 471. Эп çĕмĕрнĕ, тесе, ятлать. Бранит меня, как будто я разбил. N. Санпа тавлашма тытăнĕ, тетĕн-и, эсĕ ăна? Неужели ты думаешь, что он выступит с тобою в состязание? Ал. цв. 20—21. Эсĕ мана хăвăн сассупа хăратăп, тесе, ан шиклен. Не бойся, что ты испугаешь меня своим голосом. Истор. Вырăссен çарĕ чакма чарăннă, тенине илтсен, хрантсуссем те пит савăннă. N. Эсĕ килет поль, тесе (думая, что ты идешь), алăк уçма тухрăм та, эсĕ пулмарăн? Трень-к. Эп (эпир) пурт çинчен ан антăр, тесе, посмине илчĕç. Они убрали лестницу, чтобы я (мы) не мог (не могли) слезть с крыши. N. Пире... сирĕн пата: пĕрле пурăнар, тесе, калаçса килĕшме ячĕç, пире хăвăр тусăрсемпе, юлташăрсемпе пĕрле çырса хуччăр, тесе, йăлăнма ячĕç, тенĕ. Послали нас к вам, чтобы заключить с вами союз и мир, и чтобы вы вписали нас в число соратников и друзей ваших. Регули 477. Эп паллимарăм, те. Скажи, что ты не узнал. N. Вĕсем мана: çырла ан туптăр, тесе (чтобы я не нашел ягод), кунта исе килнĕ. N. Вĕсем: эпĕ çырла тупам мар, тесе, мана кунта илсе килнĕ. (Странная конструкция, по смыслу с пред. совпадающая). N. Салам кала, тата: тав тăвать сана кĕнекешĕн, те. Передай ему поклон и скажи, что я благодарго его за книгу. N. Кашнийĕ вĕсем (каждый из них) мĕн пысăкăшĕ, мĕн аслăшĕ, вĕсене пурне те вырнаçтарса тăма мĕн чухлĕ вырăн кирлĕ? тетĕн. Регули 472. Эп: вăл, терĕм,— вăл мар, терĕ. Я сказал, что это он, а он сказал, что это не он. Н. Чукалы. Атя чултан шыв кăларар! — Якуркка калат: атя! кăлараймăп, терĕн-ем? Юрĕ кăларса пăхăпăр, чим, кăштă каяр-халь. Регули 473. Эп: кирлĕ мар полĕ, тесе. Я думал, что, вероятно, не надо. Ib. 475. Эп шокшларăм (= шухăшларăм): вăл, тесе. Я думаль что (это) он. Ib. 1447. Эп она: пĕлтĕр, тесе (чтобы он знал), йори каларăм. [Эту фразу можно понять и иначе: „я сказал ему ложно, что (это было) в прошлом годе“]. Кан. Уçсан та (окно): кантăка çĕмĕрмесĕр хупатăп, темелли çук. Нельзя быть уверенным, что затворишь его, не разбив стекла. НТЧ. Хай Елекка виçĕ кунтан: пуç ыратать, тее пуçларĕ. Кан. Çитрĕ, карчăк, пурнăç? теейсе юлтăм. Капк. Атте, мана валли кĕнеке илме сан укçа çук, тетĕн? Урмай. Лешĕ калать, тет: çичĕ куçĕ те çывăрса кайнă, терĕ, тет (у меня). Юрк. Мĕн çинчен? тесе ыйтат чăвашĕ те. Кн. для чт. 10. Усал çынна çыпçăнсан: ырă çул çинче, тесе, ан кала. N. Вĕсем сан çинчен: пусмăрлать, тесе, тата тепĕре каласан: эпир хамăра тивĕçлине тăвăпăр: санпа тинĕс çинче те, çĕр çинче те вăрçăпăр, тесе, çырса ятăмăр. Мы написали ему так... если они еще обратятся с жалобою на тебя, то мы окажем им справедливость и будем воевать против тебя на море и на суше. Якейк. Эпĕ Хосана килет, тенине илтсен, вăлсам пит савăннă. Услышав, что я (ты, он, мы, вы, они) приеду (-ешь, -ем, -ете, -ут) в Казань, они очень обрадовались. (Отметьте здесь употребление глагола З-го лица ед. ч. при подлежащем во всех лицах и числах). N. Эсĕ калан мана: сана çавраймарăм, тен. Ты говоришь, что я тебя не сумел свертеть (т. е. увлечь; замечательная косвенная речь). КС. Платон: сана кăçал килмеçт вăл, терĕ. Платон сказал, что ты в этом году не приедешь. СТИК. Эпĕ кăна, эсĕ кайтăр тесе (чтобы ты ушел или уехал), турăм. Эпĕ ку япалана, эсĕр кайтăр тесе (чтобы вы ушли или уехали), турăм. Регули 718. Вăл манран итрĕ: пичĕш килет-и? тесе (придет ли его старший брат, т, е. брат спрашивающего или брат другого человека; смысл двоякий). Якейк. Эп сан пата мĕн тума пытăм поль, тен? Как ты думаешь, зачем я к тебе приходил? N. Эсĕ, Анна, мана (про меня): карточка теме ямас у ман пата, тесе калат, тет. Про тебя, Анна, говорят, что ты говоришь, что я почему-то не посылаю тебе своей фотографической карточки. Альш. Эсĕ çывăраттăр, тесе (думая, что ты спишь), кĕмерĕм эпĕ. Сана: çывăрат, терĕç те (сказали, что ты спишь), кĕмерĕм вара эпĕ. || В З-ем л. ед., а иногда и мн. числе, употребл. в смысле русского безличного оборота: „говорят“. Альш. Пурăнсан-пурăнсан, вăл ăвăсĕсене пĕри каснă, теççĕ, хăшне-хăшне; унтан вара суккăр пулнă, тет-и, мĕн-и (говерят, что-ли)? Ib. Çилĕмсем çаклансан, ĕçерсе яма анакансем (в воду) пулнă, тет-и-мĕн те, çавсем калаççĕ, тет. Изамб. Т. Энтрипе арăмне уйăрса кăларнă, темест-и? — çапла, тет, çав. N. Ăна вилнĕ темери? Не говорили-ли, что он умер? Регули 478. Поплеççĕ: вăл килмеçт, тет? Говорят, что он не приедет. (Здесь странное соединение мн. ч. с ед.). || Называть. N. Çакна чăвашла мĕн (как) теççĕ-ха? Ăна кунтăк теççĕ. СПВВ. НН. Малтан пыракан тесе укçана калаççĕ. Çавна илесчĕ те, малтан пыраканни çук тени — çавна илесчĕ те, укçа çук тенĕ сăмах пулат (означает). || Думать, предполагать, хотеть, желать (ставится с прич. буд. вр.). N. Антон (Антун) каларĕ вара: Захар (Сахар), епле топас тетĕн утсене? терĕ. Юрк. Эпĕ ĕлĕк те авланас теместĕмччĕ, ун чухне те пĕр шуйттанĕ хĕтĕртнипе анчах авланса ямарăм-и? тет. М. Яльч. † Пĕчĕккĕ лаша, турă лаша, кăçалхи çул кӳлес теменччĕ; ай-хай пуçăм, çамрăк пуçăм, кăçал çул каяс теменччĕ. Регули 556. Ярас тетĕп. Хочу (сообщить) послать. Ib. 559. Эп каяс темĕп он чох. Я тогда откажусь (не захочу) итти (ехать). Якейк. Килес мар тесеччĕ эп паян. Я сегодня не хотел было приходить. Ib. Ăна корасах теттĕмччĕ, коримарăм. Ăна корасах тенĕччĕ, коримарăм. Ăна корапах тесеччĕ, коримарăм. Ăна корас тесех килсеччĕ, коримарăм. Ib. Эп тăвас тенĕ пек полчĕ; эп шохăшланă пак полчĕ (как я желал, так и случилось). Регули 1519. Вăл пĕтерес терĕ те, пĕтеримарĕ (пĕтерчĕ). Сред. Юм. Онпа çитмес тăта, ôна та сотас тет, мĕн ĕнтĕ. Этого не достаточно, еще и это хочет уже продать. || Решать. Якейк. Эп конта йолас терĕм уш (решил уж остаться здесь). ГТТ. Эпĕ: хама тӳрре кăларам, темерĕм çав ĕнтĕ. Я решил не защищаться. || Обещать. Регули 1482. Эс ĕнер килес терĕн те (или: терĕн), килмерĕн. Эп килес терĕм те, килтĕм. Ib. 1520. Вăл мана курас терĕ те, курчĕ. || Употребл. во многих чувашизмах. N. Мorbus тени чир тени пулать. Слово morbus означает болезнь. Альш. „Пулуштух“ тессине „палăштух“ теççĕ. Вместо „пулуштух“ они говорят „палăштух“. Чт. по пчел. № 17. Хурт йĕрки тесе эпĕ „пчеловодство“ тессине калатăп. Термином „хурт йĕрки“ я перевожу слово „пчеловодство“. ТХКА. Эпир, эсир,— теççĕ анатрисем. Сăмаха вир-ял пупленешкел эпир тессине эпĕр, эсир тессине эсĕр, тесе çырма эпĕ шутлатăп та ĕнтĕ. Я. Турх. Ывăл тессине „ул“, анне тессине „апи“ теççĕ. Юрк. Вырăсла тесен, вырăсла мар, чăвашла тесен, чăвашла мар. По-русски — не по-руски, по-чувашски — не по-чувашски, т. е. не разберешь как, не поймешь на какой лад. Шурăм-п. Чăнах та пирĕн паталла, çын тесен, çын мар, упа тесен, упа мар, лап-лап пусса утса килет. Ал. цв. 6. Пӳрт тесен, пӳрт мар, çурт тесен, çурт мар (не то изба, не то дом). Юрк. Илемлĕ темелĕх те пур. Можно сказать, что она и красива. N. Хальхи куланай (подати) куланай темелĕх те çук (т. е. очень малы). Ромс. 30. Ĕçлес тесе (усердно) ĕçлеççĕ. Якейк. Йăван тесе Йăван çынтан кулать! Даже Иван (уж нащто Иван), и тот смеется. N. Пăва тесен, Пăва та пирĕн хуларан илемлĕрех. Уж нашто (на что) Буинск, и тот красивее нашего города. Т. VII. Шухăшларĕ, шухăшларĕ, тет те: пырăм, хăшне çиессӳ килет — пылĕ те, çăвĕ те, ашĕ те, сĕчĕ те, хăйми те — мĕн тенĕ вăл пур (есть все, что хочешь), кала, терĕ, тет. Толст. Бухар патшалăхĕнче мĕн тени вăл пур (есть все, чего хочешь). Орау. Вăт пирĕн Якур, ĕçлет тесен ĕçлет! (работает так работает; уж действительно работает). N. Чухăн хресчен пурăнăçĕ тесен (если говорить о бедняцкой крестьянской жизни), пит лайăххи, матурри сахал вара: пĕрин лаши çук, тепĕрин плукĕ, сухи-сӳри çук. Байгул. Нумай пулать, тет-и, сахал пулать, тет-и (через сколько-то времени), çаксен пӳрт тăррине пĕр хуп-хура кайăк пырса ларнă, тет. Орау. Çывăрса тăранимарăм тетĕн паян! Как ты говоришь, что ты сегодня не выспался? Юрк. Ыран калăм-кун тесен (накануне) чустасем лартаççĕ. ЧС. Пĕр çула (летом), çимĕк çитесси виç кун тенĕ чух (за З дня до семика). Ст. Яха-к. Çăварни пĕр эрне тенĕ чухне (за неделю до масляницы) çынсем сăра тума пуçлаççĕ. СТИК. Мункун тесен иккĕмĕш кун, в пятницу страстной недели. Ib. Раштав тесен виççĕмĕш кун, за три дня до рождества. N. Çапла вăсем мункун пĕр эрне тенĕ чухнех (за неделю) тем пек сĕреншĕн хатĕрленсе, ăна чунтан-вартан кĕтсе тăраççĕ. Яжутк. Ах, килемей! Эпĕ килемей тесен, килемей тесе калăп, кукамай тесен, кукамай тесе калăп (тархаслани). N. Çак ыйтнă кĕнекесемшĕн укçа тесен (если потребуются деньги) укçа та ярăттăмччĕ.

тенĕскер

встреч. в чувашизмах. Н. Шинкусы. Вăл, тиек тенĕскер, чее (хитёр) вĕт, чăвашсем йăлине витĕрех пĕлсе çитнĕ. КС. Вăрă тенĕскер (или: тени) яла килсе ан кĕтĕр (никто, ни один из воров). ЧС. Пĕр чĕрес сĕт илсе вут йĕри-тавра виçĕ хут çавăрас пулать те, вут çине сапас пулать; апла тусан та вут-кăвар тенĕскер чарăнаканччĕ, тесе тĕшмĕшленнĕ. N. Тăшман тенĕскер пирĕн тавраран сирĕлтĕр. N. Выртрăм та, шухăшласа выртатăп: епле-ха ку, тутар тенĕскер, пуртне таса тытать, тетĕп. Ала 91. Акă ама-çори тенĕскер мĕн калат вăл: хăвăн ачусене чараймастăн, мана хирĕç ятлаçма хушатăн, тет.

тевккеле

попытаться. Сред. Юм. Тевккелесе илсе пăхар-ха, парăш (барыш) полать-и, полмас-и. См. теветкелле.

тек

(тэк, т’эк’), все, то-и-дело, assidue. НАК. Хăй тата ниçта каймасăр кулĕ тавра (кругом по озеру) калла-малла тек ишкелесе çӳрет (утка). Перев. Хамăр нимĕн çинчен те шухăшламастăпăр, текех тататпăр (знай себе рвем ягоды). Н. Лебеж. † Выляма тесе, тухрăм урама, тек пăхаççĕ манăн сăн çине (на мое лицо). Сред. Юм. Тек хăраса çӳре онта (все бойся там), арран ирĕке тôхрăмăр. N. Вĕсемпе тек килĕштермесĕр пурăнатпăр (все ссоримся). Изамб. Т. Çапла тек (всё) лашасене çавăрса аштараççĕ. Юрк. Пĕри хăй амăшне, ватă çынна, хире пăрçа вырма илсе каят. Амăшĕ, вырнă чухне пĕр пăрçине, çиме тесе, çăварне хыпсан, шăлсем çук пирки çиеймесĕр, тек çăварĕнче чăмласа тăрат (горох остается у нее во рту не разжеванным). М. Васильев № З, 51. Шор лашапа эпĕ тек (мĕн тăвас тен выльăха?) пĕлĕт çине олăхап пек. Янтик. Пĕрре çаптарас пулать сана кутран, вара тек вырăн çине шăма пăрахатăн эс (перестанешь постоянно мочиться в постели). || Гиперболически. СТИК. Мĕн тек пĕтĕм ачу-пăчупа йăхланса çӳрен? (Говорят про женщину, идущую куда-нибудь со всем семейством, с ребятишками). Ib. Лапăртатса ан тăр тек! Не болтай. Ib. Çывăрса ан вырт ĕнтĕ тек, тăрас пулат! || Плеонастически. Орау. Вăл (она) хăш чухне, хутса ярсан, хупма (скутать печь) тек килекенччĕ. || Всё (в смысле „всюду“). N. Манчжуриара (= Манжурире) тикĕс вырăн пит сахал, тек тусем. || Больше, amplius, ultra. N. Тек ан таврăн! Тек ан таврăн (больше не возвращайся)! тесе, хĕнерĕ, тет те... N. Çăварна тек ан кар. Истор. Новогород çавăнтан кайран тек ирĕке тухайман вара. Альш. Амăшĕ калат, тет; тек çăкăр çук ĕнтĕ (больше хлеба нет), тесе калат, тет. N. Текех тăвассăм çук ун пек (больше не буду делать). N. Иляна вăл текех курайми пулнă (с этого времени возненавидела). Ала 17°. Халĕ ĕнтĕ эпĕ сирĕн патăрта вуникĕ çул пурăнтăм, текех (больше) кунта пурăнма юрамасть, каяс пулать. N. Текех ун çине те шанми пултăм. Я больше на него не надеюсь). Ала. Тек ан калаç, эпĕ хăратăп. Дальше (больше) не рассказывай, я боюсь. Торп-к. † Эпĕ сире текех кисе курас çук (больше не приеду к вам повидаться), сыв полăр та, пор полăр! Яргуньк. Сутнă чух ман пуçăмри йĕвене ан пар; парсан, мана текех кураймăн (больше не увидишь), терĕ, тет. Ой-к. Текех пыман вара. Больше не приходил. N. Килтен хут (письмо) илмесĕр текех хут ямастăп. Лашм. † Пирĕн çак тăвансем тек килес çук (больше не придут); килсессĕн, пăха пĕлес çук (мы не сумеем принять с должным почетом). N. Тек (больше) ним те çырма пĕлместĕп (в письме). СВТ. Нумайĕшĕ: çын шатра чирĕпе пĕрре чирлесессĕн, нихăçан та текех шатра тухмасть, теççĕ. Сĕт-к. Салтака тохса кайнă чоне: сыв полăр та, пор полăр, текех килсе кормăпăр, тесе, макăрса йорлаççĕ. N. Ăна текех хистемен вара. Его больше уж не принуждали. Регули 1301. Тек ан кил. Больше не приходи. Постоянно не приходи. N. Пĕр каланă пулсан та, анчах тек ан калатăр. Если сказал, то пусть не повторит того. || Опять. N. Этем пĕрре вилсен, тек пурăнасси пур-и? Янтик. Халь ĕнтĕ пĕрене хатĕрлесе çитертĕм, тек кайса шырас хуйхи çук. || Еще. N. Ман пек хĕн ĕçсене, ырă ĕçсене пит тĕплĕ туса пурăнакан çын çĕр çинче тек пур-ши вара. || В состоянии бездеятельности. Встреч. в след. обороте. N. Тек тăр-ха, ан вĕлер! Стой, не убивай. Микушк. † Ылттăнах та хачă, кĕмĕл ункă, кăтачĕсем çукран тек тăрат (ножницы лежат так, т. е. без употребления). Пазух. Юрлаймăттăм — юррăм та, ай, тек тăрать (иначе мои песни останутся так, т. е. без приложения). || Лашм. † Ай хаях та миллай, хамăр савни, эп каймантан тек кĕтсе тăрать пулĕ (вар. эп каяймантан тек кĕтет, т. е. всё ждет меня, чтобы взять замуж?). Кама. Эсĕ те кунĕн-çĕрĕн кĕнекепе. Сан пирки мана вăрçаççĕ. Ларасчĕ майланса тек кăна. Пĕтĕм ял сан çинчен калаçать.

телян

(т’єл’ан), талянккă (т’єл’аҥккы̆), делянка. В. Олг. N. Кумати Пошкăртра телянккă ертрĕ те (= иртрĕ те, т. е. подрубил), оччинкки (оценка) 120 тенкĕ анчах. Чуратч.Ц. Телянккă илсе пуйни çинчен. Ачач 10. Хăшĕ вăрман, телянккăсем илсе йӳнеçтернипе, хăшĕ ваккăн суту-илӳ тунипе, хăшĕ çĕрсем нумай акнипе, хăшĕ тата армансем тытнипе çурчĕсене чаплăрах туса лартнă. Тогаево. Пĕрре хĕлле Нăрта-Мочаш ятлă ял патĕнче питĕ шалти çармăс вăрманĕнче пĕр телянккă илнĕ.

тем те пĕр

всякая всячина. О сохр. здор. Вĕсем темм те пĕр, тислĕк (тирĕслĕк) е урăх таса мар япаласене тăкакан пĕвесенче, кӳлĕсенче, юхан шывсенче пулаççĕ (глисты). СЧЧ. Хăй тем те пĕр каласа чӳклет, тет. Янш.-Норв. Тĕлĕкре ăна иесем тем те пĕр тума вĕрентеççĕ. Н. Карм. Ну, эппин эсĕ иртнĕ çура ман аттене тем те пĕр каласа пĕтертĕн (говорит волк ягненку). N. Тем те пĕр курнă (я видел) кĕçĕр тĕлĕкре. Могонин. Унта вăл çынсем тем те пĕр (всякую всячину) илсе тавăрннă. Сред. Юм. Тем те пĕр илсе толтарнă. Накупил разных вещей, всякой всячины.

тем чул

неизвестно сколько. Кан. Тем чул пулать ку, те пĕр четвĕрт пулĕ. Пазух. Шурă, шурă, шур çăка, çăка çулçи çаврака; тем чул çаврака пулсан та, тенкĕ вырăнне çакас çук. Торп-к. † Пĕчченĕн-пĕччекĕн (по одному; вар. пулккăн-пулккăн) хĕр тăрать; тем чул пулккă (вар. пулккăн-пулккăн) тăрсан та (как бы много ни стояло), чун юратни çуна çинче. (Маслян. п.) Сорм-Вар. † Ай, инке Матрен пур, тем чул нумай ларсан та, майра хĕрĕ пулас çук. || Затруднительно сказать, насколько... КС. Тулĕк (только) ку япала тем чул сан кăмăлна килĕ (не знаю, понравится ли она тебе). Торп-к. Амăш калар, тет: тем чул илсе килиян-çке (не знаю, сможешь ли ты принести ее). Илсе килен пулсан, илсе кил. || Едва ли. Якейк. Он патне каясси кайăн та, тем чул килте вăл (едва ли он дома). Ib. Тем чол май килĕ сана араслана корма. Едва ли придется тебе увидеть льва.

темĕн

(тэмэ̆н’, т’эмэ̆н’), неизвестно что, что-то. N. Вăл ăна мĕн каланă? — Темĕн каланă (или: темĕн каланă, пĕлместĕп). Альш. Анчах унăн сăмси тăрринче темĕн шурри пур: кукша (çутă) пуçлă çын пек курăнать (у утки из породы „кукша-кăвакал“). || Невесть что, бог знает что... Юрк. Тĕтĕресси темĕн мар-тăр-çке (т. е. не представляет большой трудности). N. Сĕлĕ вăрлăхĕ çитерни пĕр сехет хушшинче темĕн курмалăх пур. || Употребл. для обобщения. Альш. Унтан лерелле вара Кӳренсем-темĕнсем каяççĕ (и не знаю, какие-то еще селения). Ib. Шапа кĕписем-темĕнсем (и еще какие-то травы), шăтат хăмăш [растет (вырастает) тростник]. || Не знаю(-ем). Сред. Юм. СТИК . Темĕн, кашкăр-ши вара! Не знаю, едва-ли это волк! (Так и в Сред. Юм.). Юрк. Темĕн, курмарăмăр, теççĕ ыттисем те. Не знаем, мы не видели, говорят и остальные. Ст. Чек. Темĕн, астумастăп (с оттенком сожаления, иногда преднамеренного, в том, что сказано другим человеком). || Выражает сомнение. N. Эпĕ сывă юласси темĕн? Не знаю (сомневаюсь), останусь ли я жив. N. Çăмюн вилес пек выртат; çак кунсене ирттерейи темĕн. Шихаз. Ентĕ кун пекех пулсан малалла каясси темĕн. Едва ли при такой обстановки пойдешь дальше. || Как будто. Пазух. Улма йывăç касрăм, темĕн Атăл тăрăшне тухас пек. Ух пек çинçе пӳме ӳстертĕм, темĕн атте-аннене юрас пек. || Пожалуй. М. Васильев. Çывăр, çывăр, тĕлĕк кор, атто тарĕ, темĕн, хор. Чăв.й. пур. 25. Эсĕ, темĕн, çунтарса ярăн, тесе, элек тупса сутниксене йыхăрса пынă та, Яккăва тилкепепе юпа çумне кăкарса пит хытă хĕненĕ. ЧС. Усал сăмахсем калаçса, вăрçса çӳресен, темĕн, начар пулĕ. || Как бы не... Толст. Анчах асту, ан шавла, ан ӳсĕр, темĕн хăратса ярăпăр тата (как бы не спугнуть), терĕ. || Как ни... N. Пристăв аллинче Окунĕв сăнне (фотогр. карточку) тытса тăрса, мĕн тухакан пĕри: Окунĕв мар-и, тесе тăрать. Анчах, темĕн аппалансан та, Окунĕва тытма пултараймаççĕ-халĕ. || В отрицат. предложениях — ничто. N. Ман шухăшпа пулсан, халăх ĕçе тĕрĕс тăвас тесен, çакăнтан ытла темĕн те тума кирлĕ мар. || В чувашизмах. N. Вăрлăхĕ вăл илсе акма темĕн хаклă япала мар (не бог весть какая дорогая вещь). N. Унтан вара вăл каланă: темĕн тесен те (как бы то ни было, а...), пирĕн çĕр çаврака. Букв. 1904. Ача ăсĕ çав: темĕн йĕмелли пур вара çав чĕпĕшĕн (не стоило бы и плакать из-за этого цыпленка)! N. Йĕрин! темĕн вилмĕ халĕ, йĕрĕ-йĕрĕ те, чарăнĕ. Пусть плачет! Не больно умрет (т. е. ведь не умрет же); поплачет, поплачет, да и перестанет. N. Темĕн кунĕпех ĕçлемĕн-халĕ. Ведь не будешь же целый день работать.

темĕн чухлĕ

то же, что темĕн чул. Юрк. † Шурă хăваран шурă пӳрт эпĕ лартрăм (поставила), темĕн чухлĕ тиек кĕрес пек; çаккăн чухлĕ пĕвве ӳстертĕм, темĕн чухлĕ ыра сăмах илтес пек. N. Кирек камăн та, хай пурăннă вăхăтра, темĕн чухлĕ манмалла мар вăхăтсем пулаççĕ (много незабвенных минут). N. Вун çулхи ачасем килте темĕн чухлех ĕçлесе пулăшаймĕç (т. е. от них большой помоги быть не может). N. Хулине илсе темĕн чухлĕ çын вĕлерсе пĕтернĕ.

темскер

неизвестно что. См. темĕнскер, темĕскер. Хăр. Паль. З2. Пĕлĕт çинче темскер, пысăк çаврака япала кусса пынăн туйăнать. N. Анне, уçă мар, темскер полчĕ. || Что-то. Тораево. Такмакра темскер тутлăскер пулĕ, тесе... Предполагая, что в сумке есть что-нибудь сладкое. Орау. Пуç çине темскер ӳкнĕ пек туйăнчĕ. Как будто (или: показалось, что) что-то упало мне на голову. КС. Темскер чĕлхи вĕрсе ĕнесене ĕçтерсе хăварчĕ. (Знахарь) произнес какое то заклинание, напоил коров и ушел. Регули. 774. Исе кайри тен темскер, эп корман. Я не видал, унес ли он что-нибудь („что-то“). Ib. 779. Эп она пӳрте кĕнине кортăм; тен темскер исе кайрĕ полĕ, эп она корман. Я видел, как он вошел в избу; может быть, он что-нибудь унес, но я этого не видал. || Хăр. Паль. 34. Мĕнле çав тери алтать-ха аслати темскер. || Должно быть (предположение). Ставится при приблизительном обозначении количества, как русское этак. Орау. Пĕр сакăр çула çитсен темскер (когда мне исполнилось лет этак восемь), атте мана пасара илсе кайрĕ. || В чувашизмах. Ст. Яха-к. Вăл ăстарик çак кĕлĕре темскер каламаннине хăвармасть (чего-чего только не наговорит), анчах эпĕ ăна пурне те тĕпĕ-йĕрĕпех пĕлсе çитерейместĕп (т. е. всего не помню).

тен

то же, что тетĕн, ты говоришь. Тăв. 29. Ĕçлемеççи? — Ĕçлеме тен-ха (какое там работать), ĕçе пăсма тăрăшаççĕ. || Изамб. Т. Халĕ шухăшласа илсе хуйхăрат пуль те, мĕн тăвас тен (что поделаешь)!

тен

(тэн’, т’эн’), может быть, возможно; авось. N. Тен, вăл вăхăтра пӳртре никам та пулман. Ал. цв. 15. Мана пӳрсен, тен, эпĕ сан патна каллах та тавăрăнăп. Бес. чув. 9. Лайăх çитерсен, пырĕччĕ те, тен, анчах лайăх çитересси ăçта ĕнтĕ вăл ку çулсенче (где уж хорошо кормить на этих годах)! N. Пăртак шухăшлăса тăркаларăмăр та: тен, курмĕ-ха, тесе, пĕринчен пĕри иртерсе (взапуски), вăрманалла чупса кайрăмăр. Туперккульос 6. Малтан ленксе чирленине çын, тен, ирттерсе те яма пултарĕччĕ. Сунт. Ашшĕ ун, тен, ĕмĕр килмĕ. N. Кăна (это письмо) илсен, тен, мана валли пĕр-ик минут тупăнĕ — мана çырса ярăр часрах. Абаш. Тен, вăл сан патна кĕрĕ (зайдет). Истор. Шведсем, тен, пире темиçе хутчен çĕнтерĕç, анчах эпир вĕсене çĕнтерме хăйсенченех вĕренĕпĕр! Б. Олг. Пăрахма (уступить) полмас ман, паранкă таса (хорошая) ман. Воç леш çынне (у того человека) ил; вăл, тен, йӳнех парат полĕ, онне ил (купи). N. Тен, ăçта пĕлес (кто знает)? Пире хĕрхенсе ачасене те тупса парĕ, тенĕ. Ib. 468. Вăл килĕ, тен. СПВВ. Х. Тен, парĕç-ха. Может быть, еще дадут. С. Дув. † Çакă хăта патне килсессĕн, тен, чыс курмĕ тесе, пĕлетре? Альш. Тен, çапла лара-лара кайнă ĕнтĕ вăл тĕнчи (население этой местности разселилось все так). Ала 94°. Вăсем татах ыйтнă: тен, кунтах пулĕ пирĕн ача, тенĕ. N. Тен, парĕç, теççĕ. (В Якейк.— тетен). Истор. Паян сывă, ыран, тен, тупăка выртăпăр, тесе пурăннă. N. Суйланă çынсене, тен, тĕрлĕ майпа илĕртме, тĕрлĕ майпа хăратма тăрăшĕ. Якейк. Йăван ули, тен, çавăн чух капан тăрринче пулнă. || Пожалуй. Абаш. Тен, çомăр полать паян. Сред. Юм. Паян ôкçа ыйтма ан кай-ха эс ôн патне, килте çôк-и, тен, ô. Ты сегодня не ходи к нему за деньгами, пожалуй, его и дома нет. N. Тен палхав тухса ан кайтăр (как бы, пожалуй, не случилось бунта), тетĕп. || Вероятно. Уганд. || Часто соединяется с вопрос. частицами. Бес. чув. З. Çук, эпĕ ахаль: тен чирлемен-и-вăл, тет; пулать вăл хăш чух çапла. Якейк. Вăл килет-и тен-хе (тетен вăл килĕ-ха). Может быть он еще (энкл.) придет. N. Тен, эсир янă писме те çавăнта карн тен. ТХКА 77. Вырăсла питех пĕлменскер, çырассине хам йăнăш çыртăм-и тен. Ск. и пред. чув. 20. Хăямат енчен-и тен, вĕçет-килет текерлĕк. Абаш. Онăн окçа пор-и тен. Ib. Вăл контах-и тен. Ib. Хăйсемех исе карĕç-и тен. Орау. Каймаçть те-и-ха тен вăл паян. Он сегодня, может быть, еще и не пойдет. Трахома. Илтнĕ пулĕ-ха, е курнă та-и тен, епле хăшĕ-хăшĕ куç пирки тарăхса çӳреççĕ. ППТ. Тен, çулахи пек çĕр типĕ, кун ăша пулсан, вăсене те ытăчĕ-ç-и тен (т. е. рубахи и обувь скинули бы и бросили), анчах халĕ сиврех, те çавăнпа кăна чарăнса тăраççĕ пулас. Регули 467. Çавă вăл-и тен. Ib. 469. Эсир паян каймастăр-и тен. Ib. 470. Çавă вăл полать-и тен. Может быть, это он. Ib. 489. Вăл тури (= турĕ-и) — тен. Ib. 1390. Килет-и тен, тăхта пăрластăк (погоди немного). Чăв. к. Шур Атăлсем урлă каçнă чухне тен шур пулă тытса çирĕр-е? Пĕвĕрех çурта, çӳçĕр ука, тен пан-уммн çисе ӳсрĕр-е? С. Дув. † Пĕвĕрсем çурта, сăнăрсем улма, тен пан-улмн çисе ӳсрĕр-е? Ст. Чек. Тен эс çапла турăн-а? Букв. 1904. Çинчех тухтăр патне кайнă пулсан, чĕрĕлĕччĕ тен-и тен? || Кажется (выраж. сомненне). СТИК. Çавăнта карăн-а тен? Çавă пачи (= пачĕ-и) тен? Ib. Çавă килчи тен. Кажется он пришел. Ib. Тен çавă хĕнери? (Сочувственно говорит взрослый человек ребенку, когда тот плачет). || Соединяется с другими выражениями возможности. Юрк. Ĕнемĕре тен куç ӳкрĕ пули (= пулĕ-и) — пит начарланчĕ-çке, тет. N. Каваш паракантан та сыхланса тăр, малтан ăна мĕн кирлине пĕл, тен вăл хăйшĕн канаш тăвать пулĕ, тен вăл сан çинчен шăпа ярасшăн пулĕ. N. Тен эсир хăвăр пĕлекен улпутсем урлă мана, Хусаналла сĕтĕрме пултараймăр-ши? || Что-ли (выражает недоумение). КАЯ. Çапла çав, килемей! пирĕншĕн таштан инкек тупăнса килет-и тен: ĕнер Тумия урнă йăтă тулланă. || Не знаю. В. Олг. N. Тата чӳречесем шап-шурă шăнса ларнă вăхăтра та вăл урамра çара-уранах (босиком) çӳретчĕ. Темле çӳретчĕ тен, эпĕ шухăшлатăп та, ун тӳсĕмлех нумай пулĕ, тетĕп. Сред. Юм. Тем çăвине памас-и тен. Не знаю, почему он не лает. || Как будто? Капк. Тен, çуна сасси илтĕннĕ пек туйăнса-а кайрĕ. Кан. Тен, чĕрене касса кăлараççĕ-и? Ib. Йӳнĕ таварсем татах илсе килчĕç-и тен? В. С. Разум. КЧП. Илтĕннĕ (надо: илтĕнне?) кура (по слухам), Яппунире çĕмĕрĕлнĕ хуласем вырăнне пĕтĕмпех шыв илсе ларнă-и тен (как будто затопило водой).

тенкĕлĕх

тенкĕллĕх, достоинством в рубль(-лей). N. Вĕсем вуншар тенкĕлĕх çĕлĕксем илчĕç. Они купили десятирублевые шапки. Альш. Икĕ эрет çирĕмшер пуслăх кĕмĕл, варринче — çур тенкĕлĕх. Два ряда серебрянных двугривенных, а посередине полтинник. Янтик. Çак пĕр тенкеллĕхе (этот рубль, эту рублевку) пилĕкшер пуслăхсем туса пар-ха (разменяй на пятаки)! Кан. Хунавне икçĕр тенкĕлĕхрен кайра мар выльăхсем ватнă (потравили не меньше, как на двести рублей). Рук. календ. Прокоп. Пĕлтĕр хăяр кăна çĕр тенкĕлĕх сутрăмăр (одних только огурцов мы продали на сто рублей), тет. N. Виç тенкĕлĕх порçăн тоттăр. Трхбл. Иван пасартан тенкĕлĕх улма илсе килнĕ. Иван привез с базара на рубль яблоков. Арзад. 1908, 42. Сăсар тирĕсем укçипе вăл 7 тенкĕлĕх пăшалпа капкăн илнĕ.

тепле

(т’эпл’э), неизвестно как, каким образом. Срв. теепле, телепле, тенепле, тепленĕ. СПВВ. Тепле, теепле, тенепле. СТИК. Тепле (с эмоц. ударением на первом слоге) пырса кĕнĕ, хам та тĕлĕнеп. Как это угораздило меня притти к нему. Ib. Тепле ӳкеймерĕ: чис ĕçерĕнсех карĕ (сорвался) вĕт. (Выражает удивление). В. С. Разум. КЧП. Тепле пулать ĕнтĕ, пĕлместпĕр: те килеет, те килеймест. (Салтакран килес çынна çапла каласа кĕтеççĕ). || Как бы то ни было. N. Ун пек çын тепле те çын пулать. || Как ни... Юрк. Тепле йывăр пулсан та, ача-пăчана хутаç çакса, ыйткаласа çӳреме яман. Ib. Пирĕн çын тепле начар пурăнсан та, праçникре мĕнте ют çын пырса кĕрсен, сĕтел хушшине лартса, чипертерех силлеме тăрăшат. || Как-то. Вăл тепле йăл кулса ячĕ. || Каким-то образом. N. Тепле тирĕс хушшинче ахах пăрчи (= пĕрчи) тупăннă. Никит. Çырмара, пичкене шыв тултарнă чухне, кунăн сылтăм ури тепле вакка кайнă (попала в прорубь). || Неизвестно как. N. Ну, Никколай, халь хам çӳреп те, тепле ĕç пуçтарас, тепле ачасене тăратса каяс. || Не знаю, что будет, что случится. ТХКА 53. Пĕр начартарах кĕсре, икĕ тьыхаччĕ пирĕн. Вăрмана яркаланă та вĕсене. Тепле ĕнтĕ. Вăрласа каймасан, кашкăрсем тытмасан, юратьчĕ, тепле ĕнтĕ. Альш. Тепле (не знаю), те час килейреп-ха эпĕ, те час килеймесп унта, питĕрсе кĕр-ха эсĕ, тесе калать, тет, ку. Синерь. Тарья каларĕ, тет: сирĕн пӳртре пĕр вăрăм хĕç çакăнса тăрать, çĕтрен (= çĕртен) те маччана çитичченех, терĕ, тет. Старик каларĕ, тет: тепле епле пулсан кирлĕ хĕçĕ вăл, кин, терĕ, тет. || Как-то набравшись храбрости. Никит. Шуйттан, тĕп сакайĕнчен укçа тупса тухнă чухне, аслă ачи тепле кăмака умăнче выртакан çивĕч пурта (= пуртта) илнĕ те, шуйттана каснă. || Неизвестно почему, не знаю почему (nescio quo pacto). Юрк. Пурте (дети) ĕçлеме юратаççĕ. Ку тепле кахал пулчĕ. Изамб. Т. Апат çиме пĕлет ку, тепле ĕçлеме пĕлмест. || Пожалуй. Букв. 1886. Эпĕ çĕре ансассăн: тепле, атте витене хупса хăварĕ, тесе, лаша кӳлме те анмарăм. || Неизвестно какой. Янтик. † Хапхăрсем вырăсла — уçаймăп; кăмăлăрсем тепле — юраймăп. || Какой угодно, любой. Кн. для чт. II, 129. Вăл (горилла) хăй тепле тискер кайăка та çĕнтерме пултарать. Изамб. Т. Тепле чирпе чирлесен (те), лашана масар тавра илсе çавăрăнаççĕ.

тына

(тына), телка. Альш. † Кĕтӳрен анат шурă тына, сĕтне суса илсе сахăр ту. N. Ĕне пруларĕ, тына турĕ.

тырăлă

тырăллă, имеющий хлеб или хлебные зерна. М. Васильев № З, 14. Пĕрер ывăç олăм илсе кĕреç те пӳрте, пăхаç шотласа: тырăлли нăмай-и, тырăсăрри-и.

тырă хӳри

ухвостье. См. тыр хӳри. Ст. Чек. Йĕтем çинчен ыраша сăвăрса пуçтартăмăр, тырă хӳри кăна юлчĕ. Ib. Тырă хӳрине чĕпĕсем валли илсе кил-ха! Ib. Тырă хӳрине пар-ха лашана!

тыт

(тыт), держать; брать в руки. Якейк. Порçăн тоттăр йăмăкăм, пуçа çыхса каям-ши, алла тытса каям-ши? Регули 101. Вăл тытса тăчĕ вăлсене ӳкесрен (вăл тытса тăчĕ: ан ӳктер, тесе). Он держал их, чтобы они не упали. N. Онта çулла хорлăхан çырли питĕ нумай полать. Çавна вĕремсĕр татса çисан, алли ним те тытими полать, тенĕ. Ст. Шаймурз. † Пилĕке тытса ташлама çут пиçиххи пусанччĕ! Шурăм-п. Йăван салтак пăтине сулахай аллипе хуран (тамăка хурантан тунă) çумне тытса сылтăм аллинчи мулатакĕпе вăй çитнĕ таран çапрĕ. Ала 93. Ашшĕ утса пырса çӳçĕнчен ярса тытнă та, çӳлелле йăтса тăратнă; хуллен, сак çине çӳçĕнчен тытнипех, уттарса кайса лартнă. N. Вăл ăна (вăрра) аллинчен çатăртаттарса тытнă та, çавăтса пырать. Кан. Татăка аллийĕнчех тытса выртнă. N. Вăкăра пĕри мăйракаран (за рога) пăявпа тытса тăрать. || Поймать, ловить. N. Сат хуçи ман юлташсене пурне те тыта-тыта ватнă. Юрк. Çавăнтан вара ку пуçлăх тытăнат кăсене эрехпе тытма: монахсем шыв ăсма кайсан, калле килелле килнине кĕтсе тăра пуçлат. Баран. 119. Вăрманта темиçе тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк пурăнать. Çынсем вĕсене тыта тăраççĕ. Альш. Мана Петĕр тытса ирĕксĕрлерĕ (изнасиловал). Регули 665. Эп тытнă полла исе карĕç. Ib. 440. Çӳресен, кайăкне тытинччĕ. Ib. 441. Кайăкне тытинччĕ; кайăкне полсан тата ярăтăмччĕ. Ib. 437. Эп тытăпин, мĕн тăвас санăн. Ib. Вăл кайсан кайăкне тытсанччĕ. Ib. З28. Вăл ялан онта тытакан. Ib. З27. Вăл онта пол тытакан. Ib. 237. Вăл она тытни лайăхчĕ. Ib. 230. Пол тытса килет. Пол тытса килчĕ. Ст. Шаймурз. † Курайман та çынсем питĕ нумай, тытсах çыхаймĕç-ха хĕрпеле. Ала 60. † Картишĕнче, аттеçĕм, сакăр сар ут, пĕрне ан тыт, атте те, пурне те тыт. ТХКА 49. Ытла тĕттĕм те, çапах кайса тытмалла пуль лашасене, терĕ атте. Ib. Атьăр, эппин, каяр. Шыраса тупар, тытса килес лашасене. Ib. 86. Шураç ачисем кĕтӳрен лашасем пыра-пыра тытаççĕ. || Хватать. Изамб. Т. Ачасем алăран алла тытнисем юпа пулнисен алли витĕр тухаççĕ. Тораево. Вĕсем кайран парнине пурте пырса тытнă. Альш. Авал салтака тытса (силою) панă. Ст. Чек. Аллăма ярса тытмарăм (не сделал, не было желанья, праздно?). Ib. Мана, тарçа тытнă пек: навуса тăк-ха, тет. Аллăма ярса тытмарăм. Орау. Темскер хăямач çине ларнă та, пырать... Теме те тытса кӳлĕç, тăрсан-тăрсан! Регули 700. Тытмала маррине кăтартрăм. Ib. Тытакан мар çынне кăтартрăм. || Переносно — держать (в руках). ЧП. Эпир илес хĕрсене ашшĕ-амăшĕ хытă тыттăр. || Удерживать. Кан. Сулăнса кайса ӳкме тăрсан, ăна тепĕр хăнана пынă çын ӳкесрен тытнă та... || Удержать (деньги). N. Çĕмĕрнĕ алтăршăн çитмĕл пус (20 к.) тытса юлтăм (или: тытрăм, или: катса юлтăм). Кан. Учрежденин кооператива памалли парăма тытса юлмала. || Производить расход, тратить деньги. Урож. год. Халех пин тенкĕ тытать. || Держать (в чем, что). Янтик. Урана ăшăра тытас пулать. О сохр. здор. Тир тумтир çынна пит ăшă тытать. Регули 691. Тытмалли утне кăтартрăм. || Держаться (за кого, за что), хвататься (за что). Орау. Ан юл, тыт ман аркăран. Кан. Йăвăç татăкĕнчен тытса, хумсем тăрăх 24 сехет хушши çӳрерĕм (плавала). Яндобы. Иван тус, хам çине утланса лар, хытă тыт, тесе калать, тет, кашкăрри. ТХКА 50. Атте малтан пырать, Пуртăсем пирĕн сылтăм алра. Сулахай алпа аттене эпĕ сăхман аркинчен тытса пыратăп. Шăллăм та мана çапла тытнă. N. Эсĕ манран (за меня) тыт (держись), эпĕ унтан тытăп. N. Эсĕ мĕшĕн сăмсăна тытса тăран? Юн каять. N. Килти шухăша тытсан, пĕтерес укçуна та пĕтерес килес çук. N. Манран тытатни? Камран тытан? За меня будешь держаться? За кого будешь держаться? (в собств. см.). N. Тытмаллине тытса пар малтанах. || Застигать, заставать на месте преступления. N. Вăрăпа тытнă. N. Çĕнĕ кутăрта кама эрехпе тытнă? Орау. Хĕрӳ çумăнче тыттăрним мана? Арăмупа тыттăрним мана? Ib. Эсĕ апла калама хĕрпе тыттăрним (= тытрăн-им) мана?... Ib. Эп сана, куçу шăтса юхтăр, парам ак, тытсан. Я тебе дам: пусть лопнут глаза, если поймаю. Регули 725. Эп онта кайсан, мана тытĕç. || Держать (экзамен). Курм. Ваçли! Кай Хусана иксамĕн (-н’) тытма. Ib. Е иксамĕн тытимасан (= тытаймасан), мĕн питпе киле каяс? || Городить. Кан. Шкул пахча картине 42 чалăш çĕтрен тытмалла. Юрк. Хапхипе хӳмисене те тытса çаврăнат (загораживает). N. Якур ав чее, вăл хай пайне карта тытса хучĕ. Чим-халĕ, акă эпĕ те тепĕр çул хам пая тытса хурам, теççĕ хăшĕ. Собр. † Çак ялăн укăлчине тытайăттăм шур хĕлĕхпе, уçăшăн мар, илемшĕн. Изамб. Т. Капан йĕри-тавра вĕрлĕк тытнă. Альш. Елшелĕн ун пек халăхран ыйтмасăр пыра-пыра тытнă пахчасем ăçта пăхнă унтах пур. Ib. Хăяр пахчисем нумайĕшĕ çереме туха-туха тытаççĕ те, çавăнта пахчи-пахчипе акса сыхлаççĕ. || Поражать болезнью (о покойниках). Им приносят жертву, состоящую в бросании кусков калача, меда и пр., напр., при возвращении с базара. При этом говорят: „умăнта пултăр!“ То же свойство приписывается и другим предметам. Ст. Чек. и др. Юрк. Вилнĕ çынна çимĕç таврашĕ е ĕçкĕ таврашĕ хывмасан, çав вилнĕ çын тытат пулат. НТЧ. Киремете пуççапаканнисем пĕри чирлесенех: ах! анчах кăçти киремет тытрĕ-ши куна? юмăçа кайса пăхасчĕ, теççĕ. N. Час-часах вилнĕ çын ялти çынсене кама та пулин тытса чирлеттерет. Ала 2. Апла пулсан та вилĕ тытать, вăл тытминччĕ (хорошо, если бы...), теççĕ. Магн. М. 104. Вилнĕ çын тытни. НЭ 118. Мунча вучĕ тытнă. Болезнь причинил банный огонь. Ст. Яха-к. Çук çав, кирик хăш çын та киремет тытмасăр чирлемеçт; тăвассине ăна çинченех тытса туса пăрахас пулат, юмăç мĕн тума хушнине, тесе калаççĕ вара хăйсем. Коракыш. Ати-апай, ан тытах! Çырлах! Килсе, икерчĕ, сăра çийăр-ĕçĕр. (Ваттисене хывнă чухне калаççĕ). Шинар-п. Халĕ те хăш-хăш çын е ӳслĕкпе пулсан: çав çăл тытрĕ, тесе, çăкăр татăксем кайса пăрахаççĕ, вара вĕсен ӳслĕк чарăнать пулать. Могонин. Киремет çывхăнчен пĕр йăвăç кассан, киремет çиленсе çынна тытать те, çимали-ĕçмели парсан, çураçать, теççĕ. || Покрывать (об инее). Çутт. 77. Хĕлле вара вăл шăтăксене шап-шур пас тытса лартать. || Воспитывать, ростить. N. † Ай, инкеçĕм, Алти инке! Эсĕ тытнă ывăл-хĕре эпĕ те тытса пăхам-и? (Хĕр йĕрри). N. Ăна лайăх тыт. || Воспринимать (ребенка, о повитухе, о восприемниках). ГТТ. Эпĕ унăн ачисене тытнă. Я крестный его детям. Якейк. † Ах, кортăм, хĕр кортăм, тăла варрипа тытнăскер,— ĕмĕр иртнĕн туйăнчĕ. N. Çак хăвăр тытнă ачана хăвăрăн тăван ачăра юратнă пек юратăр. || Приниматься (за дело). Ир. Сывл. З4. Тытаччен çех ĕç йывăр. Альш. Алă ĕçĕ тытат: пĕрне кĕпе çĕлет, пĕрне йĕм çĕлет; пĕринне саплат, тепринне аслатат. Якейк. † Инки сакки — шор сакки, шор шопăрсăр тытмарăм, итту инкия йоримарăм (даже, чтобы лавку мыть, надевала „шопăр“). || Пользоваться, употреблять. Нижар. † Хусан витри — шур витре, эп тытмассăн, кам тытĕ? Çав ял ачи — сар ача, эп каймассăн, кам кайтăр? N. Ку чашкăпа чĕресе вара урăх çĕре тытмаççĕ. Вĕсене ăрасна çĕрте тытаççĕ. || Задержать. Пазух. Ах хăтаçăм, хуçаçăм, виçĕ тавлăк тытакан, çичĕ тавлăк вăл тытрĕ. Истор. Эсĕ пирĕн патăртан кай ĕнтĕ, сана тек (больше) тытмастпăр, тенĕ. N. Шап çурта пек пĕвĕме ӳстертĕм, тем атте-анне тытас пек. N. Эсĕ манăн мĕн çамрăкранпах тытакан ĕмĕтĕм. || Содержать. СТИК. Кил-çурта тирпелесе, тирпей тытса тăракан хĕрарăм мар; ял тăрăх, кӳршĕ-арша яньккат. Ib. Тирпей тытса тăрас, быть распорядительным в доме по чистке и уборке. || Точить. Альш. Тимĕрçĕ пуртă, çĕçĕ тытнăшăн (= хăйранăшăн), кĕтӳçĕ „сăвапшăн“ (= ахальтен). КС. Тимĕрç лаççине кайса, пурт тытас-ха (наточить на вертящемся точиле). || Застрелить. N. Тепĕр çул кайăкçă çак мулкача тытнă (застрелил). || Прикладывать, приставлять. О сохр. здор. Сивĕ шывпа йĕпетнĕ туттăра тытсан та, вăл (укус ужа), тӳрленет. Ала 91. Икĕ аллине тути патне тытатьчĕ те, пуçне кăшт çĕрелле чнксе пĕр шарламасăр, пĕр хусканмасăр ларатьчĕ. N. Пӳрнине сăмси çумне тытнă. || Ст. Шаймурз. Çын панче кăвакал çисен, хурăвăн çуначĕнчен тытсах хур. (Послов.). || Загнать чужую скотину (напр., застав ее на озимях). Орау. См. вĕчче. || Направлять. N. Хăв ăсна хăв тыт, ман пек ан пул. || Насытить. О сохр. здор. Хăш-хăш хĕрарăмсем, яшка тутлă, тутă тытакан пултăр тесе, аша юри вăрах вĕретеççĕ. Виçĕ пус. 4. Тырă пĕрчипе хăярăн тути пĕр пек маррине, тата вĕсем пĕр пек тутă тытмаççĕ иккенне пурте пĕлеççĕ. || Кан. Инке çатма аврипе хăмсарнине хирĕç тытать. || Класть. Синерь. Марья хăранипе аллине пуç çине тытнă чух çав хĕçе тиврĕ, тет те, пурни татăлса кăрават айне кĕрсе карĕ, тет. || Обходиться, обращаться. Тайба-Т. † Йыснаçăмах çавă пур, тыта пĕлсен — ĕмĕрлĕх, тыта пĕлмесен — виç кунлăх. Ib. Илсе тытса пăхтăр-ха. Стюх. † Йыснаçăмах Иван! Тыта пĕлсен — ĕмĕрлĕх, тыта пĕлмесен — виç куна. || Брать в руки, употреблять (напр. книгу), заниматься. Юрк. Çырăва (чтение и письмо) тытас тесен те, пушă марччĕ, ялан ĕçпеле пулаттăм. В. Олг. Алă ĕç тытман эп нимĕскер те. Я не занимаюсь рукодельем. ТХКА 75. Йыснапа улмаш хам та суха-пуçĕ тытрăм. Халиччен суха-пуçĕ тытманччĕ эпĕ.— Вунулт çула çит-ха, вара сана суха-пуçĕ тыттаратăп, тетчĕ атте. Изамб. Т. Вуниккĕре чухнех суха-пуç тытнă. Вунтăваттăра авлантарнă. N. Парнисене пăхаççĕ, тет, пирри-аврисене пăхаççĕ, тет, пурте тĕлĕнеççĕ, тет, хĕрсен пирри авринчен, тытни-тунинчен N. Санюк кĕнекине питех тытмас (не очень-то берет в руки). Орау. Ман кĕнекене кам тытнă? Кто брал мою книгу? (напр., если на ней остались следы). В. С. Разум. КЧП. Ку япала алла тытмалла марскер пулнă. Этого предмета, оказывается, не следовало брать в руки. N. Тытса пĕр. || Браться. Никит. Тепĕр пынă çĕре тухатмăш карчăк каллах ал ĕçĕ тытса ларать. N. Тытнă ĕçе тăвас килмест. Торп-к. † Çакă ялăн ачисем ир тăраç те, чĕлĕм тытаç, çавăнпа хĕрсем юратмаç. Ала 92°. Вăсен кĕписене никам та тытса çăвакан пулман, вăл хăех пĕр вунпилĕк çула çитеччен пичĕшийĕн кĕпине, тата хăйĕн кĕпине никама та çутарман. СТИК. Вăл тытнă-тунă-пăрахнă. || Править, управлять. N. † Чул-хулана тытмашкăн, мĕн авалтан пухнă мул кирлĕ. N. Вăл икĕ лапка тытнă. N. Семен ватăла пуçласан, хăш чухне ывăлĕ Иван (сын его Иван) ашшĕ лапкине те тытнă. N. Тыт (ашшĕ-амăш çуртне). || Хранить, беречь. N. Укçана лайăх тыт. N. Çын çинчен сăмах ан вылят, ху ăшунта тыт. || Тратить, расходовать. N. 15 тенкине çурта тыт (на дом? на хозяйство?). || Издерживать. N. Если панă пулсан (пособие), пӳртрех тытăп. || Поддерживать. Орау. Илем тытса, тĕс кӳртсе, хитрелетсе мухтанать. || Править (напр., лошадью). Янорс. Атте мана: тыт лашуна, манран ан юл, терĕ. Ст. Чек. Ялан амăш хыççăн кăна çӳренĕ, лаша тытса курман-ха. СТИК. Лашăна тыт, держи лошадь в сторону. Сред. Юм. Юрк. † Атăл урлă эпĕ каçрăм сулăпа, суллăн пуçне тытрăм хулăпа. || Держать путь. Собр. Анчах лаша тӳрĕ тытса пырать-пырать те, çавăрнкаласа пăхать, вăл: пирĕн хуçа лайăх ларса пырать-ши, тесе, пăхать. || Иметь в наличии (о деньгах). N. Ĕмĕрте окçа тытса корманнисем халĕ виççĕр тенкĕрен кая тытмаççĕ. N. Халех перекетре пин тенкĕ тытать. Регули 647. Он пак окçа номай тытакан лайăх порнма полтарать. || Уличать? N. Эпĕ вăсене пĕрерĕн тытап. N. Аппаратне (самог. аппарат) мĕншĕн тытмастăр? || Подавать (руку). Сĕт-к. Пĕчĕкиççĕ кинĕм пор, килен-каян ал тытат. (Алăк хăлăп). || Нанимать. Изамб. Т. Ул çул кĕлтене тытса кӳртертĕм. Конст. чăв. Кукка тинĕс хĕр(р)инчех пароход çине çитечченех кимĕ тытрĕ. К.-Кушки. Эпĕ вунтăватта тытрăм. Я нанял за 14 р. Чăвашсем 27. Вара çынна (умершего) çума тытăнаççĕ, ăна хăшĕ хăй çемйипех çăват, хăшĕ тытса çутараççĕ. Чăв. й. пур. 26. Сухине тытса сухалаттарать. N. Укçа парса тытма сан укçа çитмĕ. Орау. Пĕр-ик-виç ача тытсан, туххăмах леçсе парĕç (отнесут). || Принимать (в картах). Сред. Юм. || Пришивать, нашивать, оторачивать. Сред. Юм. Кĕпе аркине шараç тытрăм. К подолу рубашки я пришила тесьму. В. Олг. Сăхмана пир тытас (положить подкладку). Собр. † Хранцус кĕпене кам юратмĕ, аркисене лайăх тытсассăн. Н. Тим. † Шур тăваткăл кĕççе кĕтессине пурçăнпала тытса çавăрнă. Ходите во свете. Нихăш халăх тытман йӳнĕ тĕрĕсем. Альш. † Сирĕн çире камсулсем пит килĕшет, те аркине тикĕс те тытнăран. N. Çухана вара темĕн-темĕн, тутар хĕрĕсеннĕ пек, хутлă-хутлă тытса пĕтернĕ: унта хĕрлĕ, кăвак, сарă, симĕс. Аркине каллах ик-виç хутлă тутарла илемлетсе тытнă. Н. Якушк. † Хăранцуски кĕпи сирĕн пулĕ, тытас арки çанни пирĕн пулĕ. ЧП. Аркине пархат тытнă. ЧП. Эпир йĕтĕн кĕпи тăхăнас çук, хул айне хăмачă тытас çук, аркине харанцуски тытас çук. || Бить (о лихорадке). N. Ах, ачана сив чир тытать, эрĕм шывĕ ĕçтерес. [Шу тытнă ăна, ахаль полас çок. Хора тăван киремеч тытнă полĕ]. || Вести (войну). N. Тата ăна вăрçă тытма, вĕсене çĕнтерме панăччĕ. || Рвать. Б. Хирлепы. † Пирĕн патра юманлăх, тăрăнчен йĕкел тататпăр, кутĕнчен тукăн аватпăр. || В чувашизмах. N. Хăна ху çӳле ан тыт (не зазнавайся). Досаево. Тепĕр кĕркунне вĕренме каяс тесе, эпĕ те шут тытрăм (надумал?). N. Паянхи кун çиме пулмасан, епле вара пĕтĕм çулталăкшăн терт тытăп? N. Хан, çавна илтсен, Александр çине тытса çурас пек çиленсе çитнĕ (обозлился как зверь; был готов его разорвать). N. Мĕн тытас-тăвас пулсан та (при всяком предприятии), ху ĕçлессӳ çинчен аса ил. N. Ах, мĕн тăвас, мĕн тытас! Янтик. † Турта тулли турă утна епле тытса кӳлĕн-ши.

тыткăн

(-кы̆н), плен. Сред. Юм. СПВВ. А. Турх. Эх, тертленнĕ шеремет вăрçăра: урасăр юлнă, ы(т)ту тыткăна кайман. N. Тыткăна илсе кайнă. Изамб. Т. Усем тыткăна илнисене пит хытă асаплантараççĕ, терĕ. Ал. цв. б. Хам ĕмĕре тыткăнра пурăнса ирттериччен, усал кайăксем çими пулам. N. Тыткăнри, находящийся в плену, пленник. Толст. Тыткăнра пурăна-пурăна вăл кăшт анчах вилеймен. || В перен. см. Шел. 71. Улт-çич уйăх хушши алăра тыткăнра хупăнса тăнă тĕрлĕрен выльăх-чĕрлĕхсем улăхсене саланса... çӳреççĕ.

тытса ил

отнять. Никит. Вĕсем темĕскер пĕр çын аллинчен çарана тытса илесси çинчен юмахланă. N. Маяк касма карăм та, пĕчик пуртăна тытса илчĕç, кукăр кутне кукăртрĕç. Эльбарус. Пире хуса çитетчĕ те, портăсене тытса илетчĕ. || Завоевать. N. Хусан патшалăхне тытса илсессĕн (после завоевания К. ). Никит. Хусана тытсилме (= тытса илме) кайнă чухне. || Подхватить (речь). Çĕнтерчĕ 12. Праççи сăмахне тытса илсе...

тием

описка вм. чием, моя вишенька? Т. II. Загадки. Пĕр такана тием (вишня) пур, илсе хыпма эмел çук. (Кăвар).

тиврет

(т’иврэт’), то же, что тиверт. Т. VI, 54. Ик кун, виç кун ĕçрĕм, çирĕм, тет, ырă амăшĕ! тивменнине çак куркапа тивретем, тет. Ск. и пред. чув. 108. Йăваш чунне тивретсе вăл пикепе калаçат. || Зажечь. Ст. Яха-к. Пирвай шăтăклă кăмпана вут тивретсе юсман валли илсе кĕнĕ çăнăхсене, шывне, кăмакине чĕлхе вĕрсе çӳрерĕ. || Бить. Б. Яныши. Вот сыппи илчĕ те, пире тиврете поçларĕ.

тимле

curare, заботиться, стараться; энергично, упорно настойчиво делать (что). Абаш. Пахча-çимĕçе тимлет. Ib. Апат-çимĕçе тимлесе пĕçерет. СПВВ. Тимлес = тăрăшас. N. Санăн ырă кăмăлна тимлесе йăлăнатăп. N. Юратнă тăванĕн сăмахне вăл хăйĕн чĕрипе савса илсе вырăна кӳме тимлет. N. Чӳлмекçĕ те çавăн пек хăй ĕçне тимлет. Шибач. Вăл ларса та канмаç, тимлесе ĕçлет ӳрĕк-сӳрĕк (противоп: сӳрĕлсе ĕçлет, работает, тихо, плохо). Ерк. 99. Урхапала урса кайса вăрçас чух, йĕри-таври ялти çынна пухас чух, шăла ерсе хĕрĕпеле пуплесе ирттернĕ, тет, эсĕ юратăва тимлесе! N. Вĕсем хăйсене мĕн хушса янине лайăх тимлесе туса пынă. N. Сĕм-тĕттĕм çĕрте тăрăшса (в рукоп. тимлесе) чул шыраса çӳрет. N. Эсĕ мĕн чухлĕ туртăнса тăратăн, çавăн чухлĕ вăл сана тимлесе йыхăрать. N. Вăл пире хăй килне тимлесе кӳртрĕ. || Побуждать. СПВВ. АС. Тимлет — хистет. || Уговаривать, убеждать, настойчиво просить, упрашивать, побуждать. Изамб. Т. Хĕре каччă тупнă чухне тимлеççĕ (уговаривают выйти за него замуж). Ib. Апат çиме ларсан, хăнана тимлеççĕ (угощают). Альш. Чарăн тархасшăн! тесе тимлеççĕ, тет, ку ачана. Толст. Мана тĕртсе ан яр, тесе тимленĕ пекех ман çине пăхса ларать. Ib. Жилин ăна тимле пуçланă. Ib. Мĕн те пулин памĕç-ши? тесе, тимле пуçларĕ. Ерк. 47. Çамрăк хĕрне тимле-тимле ăс вĕрентрĕ Унерпи. N. Кайманнисене те кайма хистĕр (тимлĕр). Ст. Чек. Çав лашана илме тимле-ха (уговори его)! Альш. Сĕтĕре-сĕтĕре, тимле-тимле, ирĕклĕ-ирĕксĕр ĕçтереççĕ (напаивают). N. Эпĕ ăна тăванăмăрсемпе пĕрле сирĕн патăра пыма пит тимлерĕм те, (я настойчиво уговаривал его вместе со всеми родными побывать у вас), анчах вăл халĕ ниепле те пырасшăн пулмарĕ. Ст. Чек. Ăна тимле-тимлех паян ăс карĕ. Я его сегодня уговаривал, уговаривал, и даже устал. Хурамал. Çавăн хĕрне тимлес (= хушас), çав хĕре илтĕр вăл ача, теççĕ. Ib. Ун тимленипе çӳресен, шыва та кайса вилĕн. || Смотреть пристально. Чертаг. Тимлет = пит асархаса пăхать. Ib. Тимлесех пăхать. См. тилмĕр, тимĕр. || Показывать рукой. Панклеи. Хоралçа шыраса топпĕр, тет те, алипе тимлесе кашкăрсам енеле солать, тет. Кашкăрсане хăвалаттарса ярасшăн, тет (медведь).

тимĕрле

оковать железом, заковать (в кандалы) в железо. N. Пĕрре тĕрмене çĕнрен темиçе çын тимĕрлесе пынă. Ал. цв. 16. Тимĕрленĕ (окованный железом) арчинчен илсе. || В перен. см. Трхбл. Виç курка ĕçсен, сăра çынна сĕтел ури çумнех тимĕрлет, тет.

тин

(тин’, т’ин’), только. Кан. 7 çынна пăхсан, тик ку ĕçе юрăхлине тупрĕç. || Только что. Янтик. Тин килтĕм эпĕ. Ib. Тин килнĕ эпĕ! Только что я пришел. N. Сӳнтерме пынă çынсем тин саланса пĕтейнĕ (только что успели разойтись). N. Тин вут хутса çунтарайнă (успели истопить). Кăмаки мăрйине те хупман, тет. Череп. Эпĕ тин кăна çирĕм. Я только что поела. Тогаево. Ăна вара е кăвакал, е хор, е тин çоралнă путек пусса панă, тет. N. Сирĕн патăрта ыраш вырса пĕтн(ĕ)-и? — Тин (только что) пуçлаççĕ, тет. N. Куçĕ йосанас çок тин вăл çыннăн. Итла шотсăр осалччĕ те ахаль те хăва та (уж больно и сам-то он был негодяй). Тин эпĕ унтан хăтăлтăм ĕнтĕ. Сред. Юм. Тин сунă сĕт хăйми тăрăлмас, ô сĕт тутлăрах пôлать. Янш.-Норв. Тин çуралнă ача пек (как новорожденный). Тюрл. Тин троть. Только сейчас встает. || Не ранее, как только... N. Тăват çултан малалла тин астума пуçлаççĕ. N. Ваççа тăват çултан тин утса çӳрекен пулчĕ. N. Вăл çак сăмахсене сана калама виçĕм-кунах каларĕ, паян тин аса килчĕ. Курм. Хамăр киле çитсен, ĕнесем пăртак тăрсан тин пычĕç. N. Вара тин çиме пуçлаççĕ, тет, пăттине. || Только теперь. Янтик. † Эпирех килтĕмĕр — кил тулчĕ, çак хăтанăн кăмăл тин тулчĕ. Орау. Халь тин ĕнтĕ... Çурçĕр çитет пуль (теперь уж поздно итти). Регули 1233. Тин вăхăтра килтĕн. Тин анчах кайрĕ. Халь анчах çырса ячĕ. || Только тогда. Истор. Турккăсем тин лăпланнă. ЧС. Çапла вара вĕсем пĕр-пĕрне улталаса пĕр-пĕринчен кулма та пăрахрĕç, тет те, тинех чипер ĕçлесе пурăна пуçларĕç, тет. || Лишь потом. СЧЧ. Эпир пăртак ларăпăр-ларăпăр та, вара тин кĕрĕпĕр (а потом уж и войдем). || Теперь уже, вот теперь-то. N. Пирĕн ăна çĕнтересси пулмасть пуль халь тин. Сунч. † Пирĕн те инкен пулă кукăль, касать-касать — касаймасть. Тин кассассăн, çияс çук. N. Пирĕн те инкен пулă кукли, касать-касать, касаймасть; тин касса илсен, çияс çук. Бгтр. Ĕнтĕ тин хуса çитес çок она. Теперь уж его не догонишь. Истор. Çавăнтан кайран Шуйскисем пурте лăпах пулнă; патша вĕсене, тинех тавăра пуçланă. ЙФН. † Пуп кушакĕ юс тытат, Тени тус! Юс тытин те юрас çук, тин юрасси пулас çук, Тени тус! N. Кунта тин ĕмĕр ирттĕр пуль! Вот наверное, здесь-то конец моей жизниI N. Ĕнтĕ пурте: тинех пĕтрĕ-мĕр! тесе, шухăшланă. Шерче-к. Эпĕ: ах, пĕтрĕм ĕнтĕ тинех! тесе, хыпкаланма пуçларăм. ЧС. Анне мана: ĕнтĕ тинех пĕтетĕн! тесе, пушшех ятлаçа пуçларĕ. || Вот уже теперь. КАЯ. Кĕсем тин пĕлчĕç ĕнтĕ, тесе, эпĕ хăраса кайрăм. || Наконец-то. Хочехмат. Хайхи Йăван ярса илсе те калать: сана тин тытрăм, ямастăп. КС. Тинех вăл кил-ăшчикки лăпланчĕ. N. Лешсем каялла пăрахса кайсан, кусем пит савăннă: тинех хăтăлтăмăр пулĕ ĕнтĕ, тенĕ. Юрк. Хайхине тин епле çырма кирлине вĕрентрĕм. || Недавно. Альш. Тин пĕчĕкçĕччĕ, — хăçан çитĕнчĕ?... Авланчĕ те! Недавно был маленьким,— когда же он вырос?... уж успел и жениться!. Череп. Тин кăна, недавно. См. анчах. || Впервые. Изамб. Т. Эсĕ ăна тин куртăн-а? Ты его (такой огонь) видишь (увидал) впервые? Трхбл. Эп кунта тин кăна мар вĕт. Я ведь здесь не впервые. N. Тин кĕтĕм-ха. Я искупался впервые (сейчас). || Не иначе, как только... Кан. Кĕркурирен сут урлă тин шыраса илчĕ. || Более. Актай. Упăшки куна (ей): ĕнтĕ сана тин шанас çук (больше тебе веры нет, ты ненадежна). Алик. † Апай, çăкăр пĕçерет пуль. Пиççĕр-пиççĕр, сивĕнч пуль; тин çиясси пулмарĕ пуль. (Солд. п.). ЧС. Пăхса юлăр (посмотрите на него в последний раз), ачамсем, ĕнтĕ ăна (покойника) тин курас çук! Хастарăх 31. Тин пулас çук. Ib. З1. Тинех киввине пуç тайса тăмăп. N. Эпир пысăкланса ватăлнисем тин çыру вĕренеймĕпĕр: пирĕн вăл вăхăт иртсе кайрĕ ĕнтĕ, теççĕ. В. Олг. Тин хытмаст полĕ пашалуйĕ (больше: теперь уж не станет черстветь). ТХКА 57. Утмăлтан иртеп ĕнтĕ, халь тин ăс кĕрес çӳк пуль мана. || N. Эпĕ военнăй команда каймарăм, тин ватлăхра йăвăр терĕм.

тинке

(т’иҥ’г’э), сл., основное значение которого в чув. яз. неизв. Употребл. в нек. выражениях. С. Высли. Пичче хăваттирне шыра-шыра йăлт тинке хăрчĕ (я замаялся). ЧС. Анне каланă пулсан, атте мана тинкене кăларĕччĕ. Если бы мать пожаловалась отцу, то он задал бы мне трезвону (донял, замучил бы допросами). N. Хĕнесе тинкине кăларнă (хăртнă). Сред. Юм. Эс ôнтан окçа ыйтса, тинкине кăлар (дойми), ôнсăрăн памас ĕнтĕ ô сана. Ib. Лашасĕм пĕрмай вилсе, çуллен лаша илсе, чысти тинке тôхрĕ вит (измучился). Ib. Паян çанта каятпăр, тесе, тинкене илчĕ (донял); эп кăçта кайнă, ôнта пырать те, пĕрехмай: каятпăр, тет. СПВВ. Х. Хăранипе тупаймасăр тинкем тухрĕ (я измаялся). N. Тинкене илет. Донимает. СПВВ. ФИ. Кĕрешсе туса вăя пĕтерсен: тинкем тухрĕ (я выбился из сил), теççĕ; тата кĕрешнĕ чухне пĕри тепĕрне çĕнтере пуçласан, çĕнтерекенне: унăн тинкине хăрт (ты его помучь, измучь), теççĕ. N. Тинкине тивертрĕ (донял; тинкем тухрĕ, тинкене хăртса тăкрĕ). Якейк. Çанпа (с ним) вăрçса тинкерен тохрăм (изустал, изнемог, выбился из сил).

тип

сохнуть, высыхать, черстветь. Слеп. Çĕр типсе çитрĕ. Земля совсем высохла. Эпир çур. çĕршыв 9. Çĕр типерех парсан, йывăçсене шăваратпăр. Альш. Ахаль те çуркуннесенче пырса кĕмелле мар, çĕр лайăх типсе çитиччен. О сохр. здор. Вара шыв пĕрмаях аялалла юхса анать те, çĕр типсе юлать (земля высыхает). Ib. Мунча хыççăн (после бани) пуç типсе çитиччен çара-пуçăн тула тухма та юрамасть. Ала 86. Çăккăра пĕрре çыртать, тет, çур тинĕс типсе ларать, тет; тепĕрре çыртать, тет, тепĕр çурри типсе ларать, тет. (Из сказки). Якейк. Çăкăр типет. Хлеб черствеет Чхĕйп. Çĕр çинчи тĕрлĕрен çимăç (= çимĕç) çăмăрсăр типсе ĕнсе тăнă пек, вăсам та вĕрентекенсĕр типсе пурăннă. N. Çитĕнес çимĕçӳсем (плоды) типсе ларĕç (высохнут). || Об источниках и т. п. Никит. Нăмай çăлсем (родники), тарасасем (колодцы) типе-типе ларчĕç (пересохли). || Таять (об облаке). Тюрл. Пĕлĕт пынă çĕртех типсе пырать. || О молоке у коровы. Толст. Çав вунă кун хушшинче ĕнин сĕчĕ типсех ларнă. || О частях тела. N. Алли типсех ларнă. У него рука совсем высохла (от повреждения). || О горле (при жажде и т. п). Ст. Чек. Куштан çинчен: пырĕ типнĕ ĕнтĕ, ерекшĕн чупса çӳрет, теççĕ. Юрк. Пыр шăтăкĕ типет (сохнет в горле), тӳсме хал çук. Кан. Типнĕ пыра лĕп шӳрпе, теççĕ ваттисем. (Послов). || О слезах. N. Макăрса ĕнтĕ манăн коç-çоль типрĕ. || Страдать от жажды. Баран. 253. Ушкăнпа карталанса пыракансем шывсăр типсе вилессĕнех туйăнать. Ib. Шывсăр типсе çуннă çынсене тĕвесем пальмă-йывăçĕ сулхăнне илсе çитеççĕ. || Худеть, истощаться. N. Утсам типсе карĕç (похудели). N. Ахаль типессе типрĕм ĕнтĕ те... || О пропаже. Орау. Унăн укçи типпĕрĕ (пропали. Срв. там же: укçине çынна парса типĕттĕрĕ).

типĕ

(тибэ̆, т’ибэ̆, Пшкрт: тиβэ̆), сухой. О сохр. здор. Эпир хамăр тире, вăл типĕ тарламан чухне сăтăрса пăхсан, пирĕн пурнесем айĕнче чăмăркка япаласем те пулмаççĕ. N. Иван корнă ĕни картара типĕ олăм çинине. Альш. Вăтакас ĕлĕкех типĕ кас пулна вăл, теççĕ (его не заливало водою). Янгильд. Ортемей куçран çĕтрĕ. Онччен те полмин эпĕ типĕ çырмана кĕрсе ӳкрĕм. || Страдающий от недостатка в пище. N. Юрварсăр ан пурăнăр, пĕр сысна илсе пус, типĕ ан пурăнăр. Чертаг. Яльчик. Типĕ порăнатпăр. || Sine feminis. N. Типех пурнатпăр. || Суша, сухое место. Ядр. † Çут-кӳлĕре шур пулă, типпе юлас сасси пур. Янш.-Норв. Типпе хăварса пул тытатпăр. ПМП. Типĕпе çӳрекенсем (путешествующие по суше). || Сухое. N. Унта вара эрнипах çумăр çурĕ, пĕр типпи те юлмарĕ. || Засуха. || Пост. ЧС. Чăнах та аслă типпĕн малтанхи эрнинче юнкун (в среду) вилчĕ. N. Ни типпи-йĕпине пĕлмесĕр (не зная ни поста, ни мясоеда), ĕçкĕ-çикĕпе ашкăнса пурăнать (пирует во всю). Регули 1206. Çак типĕ иртнĕ çĕре (к концу этого поста) килет. Ib. 1213. Вăл типпе кĕрсенех (в самом начале поста) кисеччĕ (приходил) конта. Ib. 1225. Типĕ пĕтерсен кайăпăр. В. Олг. Типĕре, в посте. Б. Олг. Çуарни пĕтеретпĕр, типпе тохатпăр. Собр. Яланах çăварни мар, типĕ те килет, теççĕ. (Послов.). СТИК. Типпе кĕрсен, по наступлении поста. Изамб. Т. Типпе кĕнĕ кун, заговенье. Ib. Типĕ тухнă кун, разговенье. Сред. Юм. Типпе кĕнĕ. Начался пост. N. Типпе кĕни (= ӳтрен тухни). N. Типпе тухсан, когда начинается (начался) пост. || Постный. Ib. Типĕ апатпа ăш выртмаçть (не наешься). КС. Пĕçермелли нимĕн те пулмарĕ те, типĕ апатах лартса ятăм. || В см. наречия. Орау. Çулла çупа пурăнать, хĕлле типĕ. || Тощий, худой. Пшкрт. В. Олг. Типĕ (çын) — тошча, тощий. || Напрасно. Начерт. 166

тип çĕрти

назв. духа, „сухопутный чорт“. Альш. Тип çĕрти шывринчен те усалтарах (зловреднее водяного), теççĕ. Усал ертсе кайнă, теççĕ, çынна, таçталла аташса кайсан. Пĕр-пĕр паллакан çын пулса курăнат, тет те, чĕнсе е йыхăрса илсе каят, тет.

тир

(тир, т’ир), вдевать, вздевать, Сред. Юм. Çак çипе йĕп куçне тирсе пар-ха. Вздень-ка мне эту нитку в иголку. N. Йĕппе çип тир. N. Хулă вĕçне паранкă тирнĕ те, тепĕр вĕçĕнчен тытса суллакаласа çӳрет? N. Кĕсем вăкăрин пуçне касаççĕ, тет те, шалçа çине тирсе шыва лартаççĕ, тет. || Нанизывать. Ст. Чек. Алă çыххи — шăрçа тирсе тунă браслет (хĕрсен); особенно качча каякан хĕрсем туй тунă вăхăтра çыхса çӳреççĕ. ЧП. Çиппе тирнĕ укçа. Ib. Аллăм тулли ал çыххи татăлат-ĕçке — тиретĕп. Ib. Çип çине тиртĕм (мерчен). Юрк. Çав тăхлан татăкне пĕр шăтăкĕнчен çиппе тирсе хай йĕрĕх пĕрми çине çакса хураççĕ. Кореньк. Халччен (= халиччен) куçлăх корманскер, куçлăхсене ик-виçшер çамки çине лартать, тет, хӳри вĕçне тирет, тет (обезьяна). Тайба-Т. † Вуниккĕн явнă ухăçăм (чит. укаçăм), çиппе тирнĕ нухратçăм. Кĕвĕсем. Шур пурçăнтан тилкепе яваççĕ, вĕçĕсене ука тиреççĕ. Ал. цв. Ахах шăрçинчен тирнĕ мăй-çыххи, || Воткнуть (у др. чик). В. Олг. Йопа (кол) тирсе. Панклеи. Улĕпе кинĕ хăнара чохне карчăк çав шăнăсане (кости) улĕсем выртас тӳшек çине йăлтах йĕрки-йĕркипе тирсе толтарнă (натыкала). || Колоть (делать укол). Шибач. Тал-пиçен тирет, йĕплĕ. Ib. Çĕçĕпе тирет. Колет (pundit) ножом. Тораево. Упине ыталаса тытсассăн, ăна мучĕшĕ уринчен тытнă та, ачине калать, тет: тир, ачам, тир, тесе калать, тет. Изамб. Т. Йĕппе пӳрнене тирсен, юн тухат. || Проткнуть (сăнăпа, копьем). Б. Олг. || О колотьи (болезнь). Б. Олг. Ой, айкă тирет! Ib. Ой, тӳртрен тирет (колотье в спине). Ib. Ой, хăлха тирекен полчĕ, аплах йошт-йошт тирсерчĕ (тирсе ячĕ). Ачач 5. Çамрăк арăма сасартăк пилĕкĕнчен темĕскер хыттăн тире-тире кайнă пек пулать. Хăй те вара сасартăках хăраса ӳкет. В. Олг. Тирекен ерет. Делается колотье. || Ковырять (лапти). Собр. Курпун сысна йĕр йĕрлет. (Çăпата тирни). Кан. Ун хуппипе çăпата хуçаççĕ, йăвăççине чĕлсе тиреççĕ. || Поддеть. Юрк. Çав аллинчи сенĕкĕпе çĕнĕ-çынни пуçĕнчи пĕркенчĕкне тирсе илсе... Поддев этою вилкою, которую он держит в руках покрывало, которым покрыта голова молодицы... || В перен. смысле. Утăм 22. Куç тирет ешĕл çулçа. || Futuere, subigere. Якейк., Янтик.

тиркев

разборчивость, разбор. ПТТ. Витĕрин (ведро) пĕчĕкки-пысăкки тиркев çук (все равно: маленькое или большое), анчах çав хĕр витре шучĕ пултăр. Мĕнле пуçлани тиркев çук, ахаль хай, пĕр (раз) çавăнтан пуçлама вĕреннĕ те, тек (всĕ, всегда) çапла пуçлаççĕ. (Сĕрен). Янш.-Норв. Пимулла старик пăттине валеçсе пĕтерсен, вĕсем ăна унтах çимеççĕ, киле илсе тавăрăнаççĕ те, кил-йышĕпе ларса çиеççĕ. Шӳрпине тиркев çук, çавăнтах антарса: çырлахтăр ĕнтĕ, тесе, ларса çиеççĕ. || Каприз.

тискерлет

понуд. ф. от тискерлен. N. Хура, хăрушă тăвăл пĕлĕчĕсем хĕвеле хупласа илсе çанталăка тискерлетеççĕ.

тит

(т’ит’), он говорит (= тет). Сĕт-к. Апи масмак сотас, тит (намеревается, хочет), колош илсе парас, тит.

ту

делать, сделать. См. тăв. Регули 1439. Паян те тăвас, те тăвас мар. ГТТ. Хăйне хай нимĕн тăваймас. КС. Эпир иксĕмĕр тем те тăвăттамăрччĕ-çке те. Еще бы, мы с тобой чего бы не сделали. Кан. Конюхне кӳлтерсе лаша çине лармасăр хăй ĕçĕпе те вăл çĕр утăм тумасть. N. Ун пек çынсем, хам тӳрĕ пулсан та: туса паман-и? пулăшман-и? теççĕ. N. Мана мухтамалла турĕç. Вишн. 72. Çав шыв çулĕ пĕр-пĕр çырмаран, е туран юхса тухĕччĕ, анчах эпир пусă алтса унăн çулне татса, шывне алтнă пусă ăшне пухăнакан тăватпăр. Кан. 3840 кублă метр туса пĕтермен япала (полуфабрикат). Регули 1049. Эп она поян турăм, вăл поян полчĕ. Чăв. й. пур. 26°. Вăл каланă: мĕн тăваççĕ манпа? тенĕ. Вишн. 68. Çапла ĕнтĕ пирĕн кунсерен хамăр ăша е сакăр, е вунă кĕрепенке шыв кӳртмелле. Апла тумасан, пирĕн ӳт туртăнса каять. N. Кĕлеткенне куçне лайăх туман. Глаза у портрета не вышли. Сред. Юм. Ырлăх туни шырлăх туниех мар-ха ô. Если добро сделал — это не то, что худо сделал. Изванк. Мĕн тăвас? Нимĕн тума та çук, хайхи Микул карчăкне (йомзе) пуççапас пулчĕ (пришлось ее просить). N. Мĕн тăва пĕлес манăн? В. С. Разум. КЧП. Ма ута каç яратăр, çухалсан мĕн тăвăр-ха вара (что будете делать)? Регули 49. Хам тумаллине сана патăм. N. Конта мĕн туса тăратăн. || Работать, делать, производить. Орау. Эпĕ аттене сакăр çул кăмака çинче вырттартăм. Кăмака çинче выртнă çĕрте: туни ман, туманни сирĕн, тетчĕ. Регули 580. Тусан порте пулать. Ib. 1258. Ашшĕ пек тумасть, япалана ялан орăх тĕслĕ тăвать. Ib. 670. Çак çын, çакне тăваканĕ вилсе; çакна тăвакан çын вилсе. Ib. 217. Сирĕн тăвакан пор. Ib. 328. Çав çын конта корăнмасть, çак япалана тăваканĕ. Ib. 829. Эп пĕлетĕп çав çынна, çак япалана тăвакан çынна эп пĕлетĕп. Ib. З2. Тумалла пулсан килĕ вăл. Ib. 52. Ĕç тумаллинчен окçа исе поли? Ib. 1503. Эп сана çĕмĕрме (çемĕрмешкĕн) туса патăм-и? Ib. 341. Кăна эп туса. Ib. 1543. Эп тусаттăмччĕ те, йорал полмарĕ. СТИК. Туса-туса, авантарах ту. Раз принялся, сделай как следует. || Альш. † Пятам-пянам килне хăна пулăр: тунă хурçă пулмин те, çăкăрĕ пур. Ib. † Кĕтнĕ хăни эпир-мĕн! пиçнĕ яшки пире-мĕн! тунă хурçи сире-мĕн! || Строить. Юрк. Пурăнма çурт туса хурат. Ib. Çĕнĕ çурт туса пама та шухăшлат. Ib. Чул çуртсем тума пĕлнĕ (умели). Ib. Ялсем, хуласем туса (aedificando). || Выращивать. Ашшĕ-амăшне. Вăл темĕн чухлĕ çĕр тара илсе тырă акса, тĕрлĕ пахча çимĕçĕсем туса пурăннă. О сохр. здор. Халĕ кирек ăçта кайсан та, купăста пит тăваççĕ. Альш. Темĕн чухлĕ хăяр туса, темĕн чухлĕ хăяр сутнă. || Выделывать. Сред. Юм. Покан орине çавăрса тунă (о точеных ножках стула). Чем люди живы. Туман тиртен пулсан та, кĕрĕк — кĕрĕкех. || Мочь, быть в состоянни. Регули 701. Тумалла çын вăл; вăл кона тумалла. Ib. 35. Тумалли çынĕ пур унта. Ib. Кона тумалли çын кайса. Ib. 689. Тăвасси çын çавă. || Трогать, задевать. N. Мĕн тăватăн эс унпа? Что ты там трогаешь? || Творить, создавать. К.-Кушки. Эпĕ вĕçен-кайăк (хут çĕлен) тăвап та, çӳлелле вĕçтерсе ярап. Я устрою птицу (бумажный змей) и пущу ее по воздуху. Юрк. Туса пĕтерсен: епле пур япалине те аван турăм-ши, тесе, шухăшласа пăхкала пуçланă. || Сшить, связать. Янш.-Норв. Кăçал хăй валли виçĕ кĕпе, арçын кĕпи виççĕ, тата хĕрлĕ йĕм иккĕ турĕ (сшила). Дик. леб 43. Вăл çипрен çиелтен тăхăнмалли вăрăм çанăлă вунпĕр кĕпе çыхса ту. || Обрабатывать, производить. В. Олг. Онăн çĕр пор: тырă туат, вутă туат. || Скосить и убрать (сено). N. Утă турăр-а? N. Утă мĕл(л)е турăн? Как ты убрал сено? Календ. Тепĕр çулне çулчĕç, тет те, темĕн чухлĕ утă турĕç, тет. || Сбивать (масло). Урмаево. Хăш куршак сĕтне чăкăт турĕ, тет, хăш куршак сĕтне услам çу турĕ. || Устраивать. К.-Кушки. Пирĕн апата кунта çимелле тумалла. Нам надо устроить так, чтобы обедать здесь. Альш. Ваттисем хăнана кайсан, килте çамрăксем уллах тăваççĕ. Юрк. Пус та туса памарĕ! И колодца не устроил (не нанял вырыть). N. Аннене аван пурăнмалла тăвăр, вăл пире ӳстерчĕ аван. N. Ука тăвăр (складчина?). Нижар. Çак хăтан ĕçкине, такçан та туман ĕçке, килсе курас терĕмĕр. || Совершать. N. Кĕл-туса çӳреççи вĕсем? — йăли анчах. || Составлять. N. Тата сире чăвашла словар тунă теççĕ. Çав словаре, тата ытти хăвăр тунă кĕнекесене мана ярсан, эпĕ уншăн калама çук савăнăттăмччĕ. || Производить. N. Унтан провăд сыпнă тĕлсене изоляци туса тухрĕç. || Варить (пиво и пр.). N. Сăра турăмăр, ака яшки тăватпăр. || Гнать (самогонку). N. Кăмăшка тунă. || Печь, приготовлять. N. Çимĕк иртсенех вырăс эрни кунĕ ирхине теçетниксем кашни килĕрен: ӳчӳк пашалăвĕ тăвăр! тесе, хăваласа çӳреççĕ. || Родить. ГТТ. Ача тăваймасăр вилекен те пур (случается, что и умирают). Буин. Ача туман арăм (чирпе пăсăлнă арăм) хурланать. Упăшки пит пăшăрханать. N. Тата йинке ача турĕ. N. Ача тума тытăннă. У нее приблизились роды. Ст. Чек. Хĕр туни, ывăл туни? || О животных: отелиться, ожеребиться и пр. Скотолеч. 28. Ĕне темĕн чухлĕ лайăх пулсан та, пĕтĕ чухне начар çитерсен, тĕреклĕ пăру тăваймĕ. Чаду-к. Сысна тăвать вуникĕ çура, сутатăп, укçипе пĕр кĕсре илетĕп, вăл кĕсре кашнă çул тьыха тăвать. НТЧ. Çакă ĕнене сĕтлĕ-çуллă ту, кашни çул пăру тумалăхне пар. (Моленье ĕне ырри). || Приносить плод. Баран. 102. Çапла (например), шĕшкĕ çулсерен чечеке ларса темиçе çулччен мăйăр туса тăрăть (приносит орехи). ПВЧ 123. Укушка умĕнчи улмаççи, улма тумасть-мĕн усси? N. Картара омлаççисем омла туса-и, туман-и? Якейк. † Ати карти пилешлĕх, пилеш туман торат çок. Ib. † Ати карти — сат карти, оммине тумаçть — мĕн осси? Шинар-п. Вăрманта çулла шĕшкĕсем мыйăр тăваççĕ, тата юмансем йĕкел тăваççĕ. В. Олг. Омла ту (о яблоке), тьыха ту, пăру ту, потяк ту и т. д. || О новом месяце. N. Çĕнĕ уйăх тунă. Нюш-к. Пирĕн уйăх туни виç кун çитрĕ, уйăх туни ик эрне ĕнтĕ, уйăх тусан çăмăр çăвмалла, теççĕ. || Coire cum fem. Буин. и др. || Совершить что-либо. Тораево. Карчăк тухнă, тет те, хăвалама (преследовать) тапратнă, тет; курчĕ, тет те, кăшкăрма тапратăрĕ, тет: турăн мана, çука юлмала турăн пĕтертĕн (погубила ты меня?) тесе кăшкăрат, тет. || Справлять, праздновать. Юрк. Атьăр халĕ паян, аслă уяв туса, пĕрер курка ĕçсе пăхар, тесе чĕнет. N. Сорхори контах турăмăр. N. Эпĕ килтех çăварни турăм. ЧС. Пирĕн таврара сĕрене мункун икĕ кун тусассăн виççĕмĕш кунĕнче, кăнтăрла иртсен, каяççĕ те, тепĕр ирччен çаплах çӳреççĕ. Абаш. Ачасене çимĕк тума (çăварни, сорхори тума) яраççĕ. || Почитать. N. Аттене атте тăвас, хунчăкама хунчăка тăвас. Лайăхрах пăхса ярас. || Приносить в жертву. N. Сан ачу йĕрĕхрен, сана вăл пĕр така тумасăр та каçарас çук, тет. || Наговорить, заговорить. Альш. Çын туса панинчен вĕрес. N. Тухатмăш тума пĕлекен çын курайман çынна час-часах пĕтерсе хурать. Май килсен е хăйне, е лашине, тата ытти япаласене те туса парат. Кан. Ну, карчăк, ан куллян! Куç турăмăр! тесе çухăрса ятăм. || Совершать обряд. N. Пирĕн ялта кашни çул чӳк тăватчĕç (совершали „чӳк“). || Уговаривать. Ала 2. Çапла туса-туса çӳреме вĕрентсе пулĕ-и, тесе, ĕмĕтленетĕп (надеюсь, но не знаю, удастся ли). || Выдвигать. Альш. Çынна мĕн тăвин — чĕлхе тăват. Главное для человека — уменье говорить. || Выставлять, выхвалять. Альш. Ялан та хăйсенне авантарах туса калаçаççĕ (выставляют с хорошей стороны). || Приставлять (к чему). Янтик. Хăлхине çтена çумне турĕ те, тем илтелерĕ. || Превратить, привести. Орау. Эпĕ ăна питне-куçне чĕп-чĕрĕ юн тăвăп.— Турăн, вилним вăл, сана чĕп-чĕр юн пуличченех хĕнеттерме, ай кăшкăрма çăварĕ çук-и? ТХКА 94. Тытса чарми лашине çапса утми турăмăр. Регули 1056. Шорăран хора полчĕ, пусăкран пĕчĕккĕ турăм. Ала 12. Эпĕ сана хĕпĕртемĕлле тăвăп, а лешне, асту, хурланмалла тăвăп. || Повернуть (к чему). Емелкке-Т. Хăлхăна ман енне туса тăр. Стой ко мне ухом. Ib. Питне ман енне ту. Повернись лицом ко мне. Ib. Çурăмна ман енне ту. Çĕнтерчĕ. Çурăмне кантăк патнелле туса сĕтел хушшине чăлха çыхма кĕрсе ларать. ТХКА 49. Ачасем, ак çапла. Кашкăрсем тапăнсан, виçсĕмĕр те пĕрле, çурăма, ĕнсене пĕр-пĕрин енелле туса тăмалла. Кашкăрсем пире хыçалтан, ĕнсерен ярса илсе туламалла ан пултăр. || Уложить. N. Пырсассăн, пурттине е кусарне юхакан шыв çине çивĕччине çырма пуçнелле туса пăрахаççĕ. || Наладить, устроить. N. Вĕсене куçнă чух пулăшас пулать, вĕсем хăйсем вăйĕпе анчах пурăнăç тăваймĕç! Кан. Мĕнле те пулин пирĕн пата та кино уйăхра пĕрре çитсе тăракан тăвасчĕ. || Изменить что-либо. N. Килнисене кӳрт, нимĕн те тума памăпăр вĕсене, тенĕ. || Решить, принять решение, присудить. В. С. Разум. КЧП. Шемекке (Шемяка) чула курать те: укçа пулĕ, тесе, хĕпĕртет. Çавăнпа Шемекке чухăн енелле тăвать, утне чухăна парать, хӳри ӳссе çитиччен; курпуна кĕпер çинчен чухăн çине сикмелле тăвать. К.-Кушки. Хулана кайма турĕç. Решили итти в город. Альш. Канаш туса хатĕрленеççĕ. Юрк. Пама тумаççĕ. Не решаются выдать (замуж). Ib. Апла пулсан, сирĕн сăмахра итлесе, унта кĕме (поступить) тăвам. Ib. Ĕлĕк тепĕрне илесшĕнччĕ; вăл пымарĕ, тепĕр çынна качча кайма тунă иккен, эпĕ ăна пĕлмесеттĕм. N. Вĕсемпе вăрçма туман. С ними не решили сразиться. Орау. Эпир паян пурсăмăр та киле кайма турăмăр. Якейк. Паянтан малашне ун пек калаçмалла мар турăмăр. Демид. Кăсем кунта ларма тумаççĕ: кунта пысăк шыв, ачасем шыва кайса пĕтĕç, теççĕ. Юрк. Унтан ĕлĕктерех тепĕрне çураçма тусаттăм, вăл тата ĕлĕк хăй савнине сăмах пĕтернĕ пирки пыма тумарĕ. Ала З. Çавна каласан, хĕрне кăлармалла тунă, тет. N. Çавăншăн вĕсем ăна пухăва хăйне чĕнтерме тунă. N. Кӳртме турĕç. N. Ăна сут пилĕк тенкĕ штрав турĕ. || Предназначать. N. Мĕншĕн çак куна курмалла тунă-ши? || Наживать (имущество, деньги). Орау. Эпĕ турăм, вăсам та манран ан юлччăр, çавăн пекех туччăр. Юрк. Каскалама кайса çӳресе укçа тăват. Б. Олг. Пасара антарнă япалая сотас полат, окçа туас полат. Ст. Ганьк. † Ик сар-кайăк эпĕ тытрăм, ик-çĕр манит тумашкăн. Юрк. Ку, пĕр çав ĕçе пĕлсен, ыттисем кĕрешме хăранине курсан, çынсем умĕнче; эпĕ кĕрешетĕп, тет те, 25 тенкĕ, лаша сутса тунă укçине, çĕре кăларса пăрахат. Ib. Çав пуçтарса тунă укçасенчен... N. Хăш чухне юрлă арăмĕн юлашки тенкисене саклата хурать те, пуян валли эрех илме укçа туса каять. || Сделать наклад. N. Хусана килсе хама таккулăхах пилĕк тенкĕ туса каяп (израсходовал без пользы). || Относить к чему. ГТТ. Кунтисем çинчен çырнă çырăвăмра эпĕ кунтисене вир-ялсенчен пайтах уйрăм халăх туса çыртăм. || Капк. А мĕн тăватпăр мĕншĕн хупнипе? А зачем вам знать, почему она закрыта. Регули 53. Он каймалипе мĕн тăвас пирĕн. || С подражательными словами — издавать, производить. Альш. † Чĕнтерлĕ те кĕперсем чăлт та тумасть, йĕс таканлă утсем каçмасан. N. † Виç кĕпер те хут кĕпер, епир каçса килнĕ чух, кăптăр-каптăр тăва юлчĕ.|| С предшествующей частицей „пек“ — делать вид, притворяться. N. Çул çинче тилĕ вилнĕ пек туса выртать, тет. Бес. чув. 2. Лаша унта кăшт çăмăлтарах пулмĕ-ши, тесе, çул аяккинелле туртса пăхам пек турĕ. Юрк. Вĕсенĕн килĕ-çурчĕсене хăне сутнă туса хут çыртаратчĕ. Альш. Юратат ăна (его) вăл, сăмах шанат, пĕрлĕ ĕçнĕ-çинĕ те тăват унпа. N. Азов хулине иртсе кайнă пек туса (притворившись), тӳрем çĕрелле пынă. Юрк. Вăл каллех, тусĕ хăйĕнчен кулат пулĕ тесе шухăшласа: эй, пире юрат-çке, тет, хăйĕнчен хăй ирĕксĕр кулăш пек туса. || Быть принятым. N. Сат картинчи сарă омлине ме татмала тунă-ши (принято срывать)? || Употребл. в соедин. с причастием наст.-прош. времени: ӳкекен ту, ыратакан ту. || Употребл. в чувашизмах. Альш. Вăл епле пурăннине те, калаçнине те итлесе тусах ларман çав эпир. Янтик. † Чатăр картăм улăха, типтĕр, терĕм, хĕвелте, типмерĕ те тумарĕ. ЧС. Вăл вилес-тусан, епле пурăнăпăр-ши, тенĕ амăшĕ чирлĕ чух. N. Ку хирте тырра лайăх ӳстерекен çемçе тăпрана юхтарса кайнă анасем çаралса юлчĕç.— Мĕн тăвассу пур, теççĕ, тыррăна çапах акас пулать. N. Тунăлăху-мĕнӳ!.. Ты ничего не можешь делать (не способен). ГТТ. Куçарас-тăвас тĕлĕшрен ниçтах та юрăхсăрах тунă-хунă мана (нашли меня плохим переводчиком). П. И. Орл. Çапла... Çакăн чул-ха пĕлни-туни (пока узнал только это). Альш. Сĕтел çитти сарăлмас та, тумас та, тет. Торп-к. † Ытармалла мар сана, тытрăм-турăм тотине. || Выращивать. Эпир çур. çĕршыв 14. Эсир çимĕç пахчинче мĕн лартса тăватăр. N. Акса ту, лартса ту. || Ачач. 83. Пилĕкне явса тунă пиçиххи çыхнă.

туса хур

сделать. N. Япаласем хурса усракан пӳлĕмсене алăксем туса хунă. Никит. Чĕлхесĕр, куçсăр, ухмах туса хурать. || Заделать, засыпать. N. Туппи çĕре ӳксессĕн, вунпилĕк çын пытармалăх çĕре чакалат. Хăшне-хăшне вĕлермесĕрех çĕр айне туса хурать, хăшне сывлăшпа таçта вунпилĕк-çирĕм чалăша уткăнтарса кайса пăрахать. || Произвести, поставить. N. Хăшне-хăшне, хастарлăраххисене, манăн выльăхсене пăхакан туса хур. || Решить, определить. N. Çапла вара, кайран камăн мĕн чухлĕ кĕрпе, çу, тата урăх япала-мĕн илсе пымаллине туса хучĕç.

туй

(туj), чувствовать, ощущать, осязать. Н. Кожары. Ура пуррине те туякан пултăм. Я стал чувствовать и то, что у меня есть ноги. N. Питĕ ырса çитрĕм, хама хам йывăр туятăп. Сред. Юм. Алăра йывăр япала нăмайччен тытса тăтăм та, ал веçех туйми полчĕ. Чума. Наум вара хăйне çăмăлтарах туйнă (почувствовал легче). Собр. Туйманнине туйтарат, сисменнине систерет. (Послов.). || Просыпаться, притти в себя. Сред. Юм. Тем чол вăратса та туймас ô; ĕнер: пасара тăратса яр, тетчĕ, ĕнт çывăрса йолчĕ ăйăхне çĕклеймесĕр. Ёрдово. Макар, эсĕ ирхине иртерех туян пуль, мана тăрат, тет. Дик. леб 30. Вĕсен юратнă йăмăкĕ Елиса ирхи тутлă ыйхăпа пĕр туймасăр çывăрнă (спала без просыпу). Çутт. 20. Туйми çывăрса кайрăм. Айдар. Туймиех çывăраççĕ. Спят крепко. || Догадываться. Ходите во свете. Мĕнле пулсан мĕн пулассине те туйса илекен пулать. Собр. Туракан туйнă, çиекен туяйман. (Послов. Не переведено ли ошибочно с тат.: тураган туjган, ашаган туjмаган?). Изванк. Туякан туят, туйманни пĕрре те туяймаст, теççĕ. Кан. Паранкă сутса усă курмаллине туйсан, хресченсем хăйсемех нумайрах паранкă лартĕç. || Осознать. N. Хăй тĕрĕс маррине туйса илсе ӳкĕннĕ юлташăм çинчен калатăп-ха. || Услыхать; заметить. Трень-к. Аттепе анне çуккине пĕлсе, лашасем çитернĕ çĕртен ачасем пырса пирĕн сат пахчине кĕнĕ те, улма тата пуçланă. Пракахви ăна туйнă та, мана тăратрĕ. || Проведать, прознать. N. Пулкаланăччĕ те ĕçсем, ĕлĕкех кунта лекмеллеччĕ, анчах туяйман.

туй

той (туj, тоj), свадьба, свадебный церемониал, свадебный пир. Н. Седяк. Чăвашсем туйсене çимĕкре тăваççĕ. Туй тăвас умĕн çураçнă хĕрпе каччă венчете кĕреççĕ. Венчет тăваççĕ çимĕкрен маларах. Унтан вара хăтапа хăта туйсене кăçан лартассине шухăшлаççĕ. Обыкновенно каччă ашшĕ хĕр ашшĕ патне килет канаша (на совет). Çак канаша „пăлчал“ теççĕ. Арçын туйне, хĕр туйне кăçан лартассине шухăшлаççĕ. Хĕр ашшĕ каччă ашшĕне ăсатнă чух, çураçнă хĕр вĕсене парне парать те, ӳксе пуççапать, лешсем хăй кинне пахиллеççĕ. Пуççапнă чух, çураçнă хĕр вĕсен урисене тытса пуççапать. Парнисем кĕпепе сурпан пулаççĕ, çак парне панă кĕпе-сурпанпа пӳртри çынсем тутисене шăламçи пулаççĕ. Хăта пăлчал илсе таврăнать килне. Ib. Туй лартни çыннисем пухăнсан (когда соберутся участники свадьбы), пурте турă умне çурта çутса кĕл-тăваççĕ. Унтан вара авланакан ача (жених) ашшĕнчен пуççапса пиллĕх ыйтать. Ача ашшĕпе амăшĕ пиллеççĕ. Туй çыннисем вара кĕлете туй лартма каяççĕ пурте. Туя кĕлетре пуçлаççĕ, унта та сăра, эрех, яшка-çăкăр пулать. Кĕлетре туй пуçĕ туй çыннисене пахиллет те, мăн-кĕрӳпе пур туй çынни юрла пуçлаççĕ; шăпăрçă шăпăр калать. Кĕлетре виçĕ пар ташлаççĕ, тата нумай урăх юрăсем юрлаççĕ, унтан вара пӳрте кĕрсе туй тăваççĕ. Туй кӳртес текен çын пырса туй пуçне илсе каять хăй патне, туй çыннисем кайран тин каяççĕ урăх килле. Пĕр килĕрен тепĕр килле куçнă чухне, туй пуçĕ хуçа сĕтел çинчен çăкăрпа чăкăт улăштарса илет: вăл çур çăкăр хурса пĕтĕм çăкăр илет; чăкăтне те çапла тăвать. Туй пуçĕ çăкăр тултарма такмак çакса çӳрет, такмак тулсан хуçа килне кайса пушатать. Ялти хурăнташсем патне çӳресе пĕтерсен, хăти патне каяççĕ лаша утланса, ялта çӳренĕ чух та утланса çӳреççĕ. Хăти патне 20—30 çын каяççĕ. Хăта хапхине укçа парса уçтараççĕ, укçасăр уçмаççĕ. Теперь хĕр (невесты) хурăнташĕсем арçын туйне хăйсем патне илсе каяççĕ. Хĕр ашшĕ арçын туйне ăсатать хăй патĕнчен. Арçын туйĕ тухса кайсан, хĕр туйĕ хатĕрленет кайма пĕтĕмпе. Хĕр япалине тиеççĕ, арчине, тумтирĕсене, пурне те тиеççĕ. Арча çине хĕр шăллĕсем ларса каяççĕ. Хĕре леçме нумайăн каяççĕ: 25, 24, 26 çын. Хĕр туйĕ хăта патне пырсан, арçын туйĕ тухать те, хĕр куми тавра виç хут çаврăнать, виççĕмĕш хут çаврăнсан кĕрӳ каччи хĕр кӳмине нухайккипе пит хытă çапать, вара арçын туй кĕрет килне. Хĕр туйне кӳртеччен хӳме витĕр пăшал переççĕ. Чир-чĕр кайтăр, усал кайтăр, теççĕ, вара хĕр туйне хăта кил хапхи уçса кӳртеççĕ. Хĕр кӳми пӳрт умне пырса чарăнать, хĕрĕ кӳме ăшĕнче урисемпе хытă ларкăча тапса ларать. Туй курма пынă хĕрсенчен пĕрне кӳмере тапса ларакан çураçнă хĕрĕн урине ĕçерме хушаççĕ. Çавна вĕçерсен, хĕр кӳме ăшĕнчен тухать те, урисене туртакан хĕре çĕрĕ е укçа парать. Хĕр пичĕшĕ хĕре урапа çинчен çĕклесе антарать, кĕру-каччă хĕрпе, хăй арăмпе, ытакласа пӳрте кĕрсе каяççĕ. Пӳртре упăшки турăш патĕнчи сĕтеле каять, хĕрĕ тĕпелти сĕтеле каять. Пӳртре пăртак туй тăваççĕ те, япаласем кӳртме кĕлете каяççĕ. Хĕр япалисем çинче унăн шăллĕсем лараççĕ. Вĕсене, кĕрӳ-каччи (йыçнăшĕ) укçа парса япаласем çинчен антарать, унсăрăн вĕсем анмаççĕ. Хĕр япалисене хĕр инкĕшĕ хатĕрлесе тăрать, кĕрӳ-каччи кӳртет кĕлете. Кӳртсе пĕтерсен, арăмĕпе иккĕшĕ те кĕреççĕ, унччен унта яшка-çăкăр хатĕрленĕ пулать. Кĕлетрен кăларсан çĕнĕ-çынна яшка пĕçерттереççĕ, шыва яраççĕ. Çаксене туса пĕтерсен, туй пĕтет. Хĕр кӳме килекенсем анчах туй туса çӳреççĕ. Хĕр кӳме килекенсене ăсатсан, туй тăнчă пĕтет. N. Арçын туйĕ, свадебная церемония, совершающаяся с жениховой стороны; хĕр туйĕ — то же с невестиной стороны. Ильмово. Çав пӳртре арçын туйĕпе хĕр туйĕ пĕрлех пулать. Изамб. Т. Хĕр туйĕпе арçын туйĕ пĕр кун пуçланат. СПВВ. ПВ. Туй тенĕ çĕре тукмак йăваланать, праçник тенĕ çĕре выртан каска хускалнă, тет. (Послов.). Собр. † Туйăн ывăлĕ тункати, хĕр парса та хĕр илмест. Ст. Шаймурз. Çитсен, туя кĕреççĕ (на свадебный пир). N. † Туйра кашта авначчен парне кӳртсе çак-и-ха? Альш. Вĕсем тухса кайтарасшăн мар, тет: ил çураçса туйпа, тет. N. Ыран Иван туй пуçтарат, тет. (Такмак). N. Той патне кĕр, зайти на свадьбу. N. Той варĕнче йăлт-ялт, йăлт-ялт сиксе çӳрет (пляшет). НАК. Туй тесе ывăл авлантарнă чухнехине калаççĕ, шыльăк тесе хĕр панă чухнехине калаççĕ. N. Пит вăйлă туй тăваççĕ. N. Ыран туй тумалла тенĕ чухне лашине сĕлĕ çима пӳлмене кĕртсе янă, тет. Альш. Ача-пăча туя курма каймасăр: туя тукмак йăваннă, тесе калаççĕ, теççĕ. Курм. † Туин, туин, туй анать, пирĕн Ваçли туянать, пирĕн хăнча туянас. Ст. Чек. Кĕрӳ хăй туйĕнче ташласан, арăмне йывăр килет, тет. Ав Шаппук хăй туйĕнче ташларĕ, тет те, арăме çулталăкченех вилчĕ, тесе, сăмах кăларчĕç. Тĕрĕссипе акă мĕнле пулнă. Куртьтян хăй туйăнче акăшсем патĕнче ташлама тытăннă та, акăшĕ пырса: Куртьтян, эй арăмна вĕлересшĕн-и? ан ташла, тĕсе сĕтĕрсе карĕ, тет. Альш. † Туйăм, туйăм, туй иккен, туй илемĕ çак иккен. N. Кун пек туйсенĕн ăрасхучĕ пĕр çирĕм пилĕк тенкĕрен нумаях ытла пулмасть. N. Вăлă туй туса памари? Ерк. 149. Ахăрттарать яш-кĕрĕм, пуçĕнче туй сĕрĕм. N. Туй хускалать. Начинается свадьба. || Свадебный поезд. Орл. II, 248. Пысăк ялтан пĕчĕк яла туй килет. (Кăвар кăларни). Ала 85. Туй тавăрăнсассăн, темĕн чухлĕ халăх пухăннă, ял-йышсем пухăннă, пурте ĕçсе-çине, савăннă. Ib. 82. Унта ана ĕçтерчĕç, çитерчĕç, тет, унта туй кĕмелле турĕç, тет. Сред. Юм. Туй хапха айне çитсен, кĕрӳ кĕпи çĕлемеççĕ она. (Говорят, если за что-нибудь примутся поздно). Изамб. Т. Танлисна (= Таниле йысна) кинĕ патне Арланкассинчен туй килет, темест-и? Ала 81°. Ваттисем ĕçрĕç, тет, çирĕç, тет, хăççан туйпа килессине каласа хучĕç, тет. Тим-к. Пичĕш панче туй ӳкĕ, шăлнĕ панче çĕр выртĕ. (Пичĕшĕ — кăмаки, шăлнĕ-вучаххи). || М. Сунч. Масар çине çитсессĕн, пытарнă вырăна хĕрессене ватса вут чĕртеççĕ те, йĕри-тавра ларса хыва пуçлаççĕ. Хывнă чухне çапла каласа хываççĕ: пил ту, (ят) ачам, сана асăнса килтĕмĕр, пурăр та пил тăвăр. Ватти-вĕтти, пурăр та (ят) туйне пырăр, пымасăр пĕри те ан юлăр. (Çиччĕш). Чăв. 31. Атя туя! Так зовут покойника на поминки. Ib. Ахаль ташламасăр, юрламасăр тăрсан (на поминках), вилнĕ çынсем ирĕк илеççĕ, тет; вăлсем ташлаççĕ, юрлаççĕ, тет; çав кама пумилкке тăвакан çынна хĕнеççĕ, тет: санăн туйă çапла-и? Ни юрлакан çук, ни ташлакан çук, тесе. Çавăнтан пĕртте ахаль тăмасăр ташлаççĕ, юрлаççĕ. || Празднество. СПВВ. ФН. Ака туйĕ — тырпул праçникĕ. См. ака туй. || В перен. знач. Туперккульос З2. Чăваш çынни театтăра та юратать, анчах ăна вăл туй е камит тет. Альш. Вăл (коновал) кунталла киле-киле каят: ĕçне тăват та, ĕçсе, ӳсĕрĕлсе туй туса каят. || „Собачья свадьба“. Курм. Йытă туйĕ. Орау. Йытă таçта çухалчĕ-ха, туя кайнă курнать. || Узел. Шигали. Чĕр туй, живой узел; вил туй, мертвый узел.

туйлă-суйлă

шумно, весело. Менча Ч. Çак кĕтсе тăран ĕçке хурăнташ-ăрупа, пĕлĕш-тантăшпа, тус-йышпа, ял-йышпа, кин-хĕрпе, ачам-пăчампа, тарçăм-тĕрçĕмпе, ватăм-вĕтĕмпе савăнса чипер кĕтсе илсе, чипер ывăллă-хĕрлĕ, туйлă-суйлă ирттерсе яма парăсăнччĕ, ырă чӳклемĕм.

туй таврашĕ

назв. духа. Ст. Яха-к. Маçилке çапла хăй пĕлнĕ киреметсене пурне те вуникшер юсманпа, чи каяранхинче туй таврашне çитмĕл çичĕ юсманпа чӳклет... Эй туй таврашĕ, çитмĕл те çичĕ тинĕсре туй пуçлăх пулса пурăнакан, çак кил-хуçи тинĕс тĕпĕнчи пекех туй туса кин илчĕ; эпир сана мехил çитменнипе час чӳклеймарăмăр, вăхăт çитрĕ, чӳклетпĕр ĕнтĕ, тархасшăнах эсĕ çак кине çăмăллатсам. (Туй таврашĕ тасаттарни). N. Туй таврашне (духу) чӳклеме тытăначчен, ытти кĕçĕн киреметсене чӳкленĕ юсмансене уйрăм урăх чашăк çине пухса хучĕ. Тата çав юсмансенченех кашни киреметне уйрăм чӳкленĕ пĕрер юсманне (= юсманĕнчен?) чĕпĕтсе илсе, пĕр сăра курки çине хучĕ (старуха).

туй хăти

так называют человека, которого приглашают для совершения моления божеству „той торри“. Б. Олг. Той хăтине чĕнетĕп той тори чӳклеме, килчĕ ман пата, чӳклетпĕр. Çырлах, той тори, Матвей пуçне той тори сулăх партăр, çĕр çол порнма полăштăр. (Имя этого той хăти — Миххĕни). Бгтр. Ĕлĕкрех чăвашсем сăра ĕçнĕ чух пичке пуçласассăн, виçĕ хут тăрса алăк патнеле пахса пуçапатьчĕç, тет. Кам та пулин кил хушшинче чирлесессĕн, пĕр юратнă çынна илсе килсе, мăкăр пысса çиетчĕç, тет. Вара çавăнтан кайран çав çынна тус туса, ăна туй хăти тесе калатьчĕç, тет. Хăш çĕрте, чир яла килсессĕн, тырă пуçтарса сăра тунă. Ĕçсен-ĕçсен, кленчисем çине эрехсем, сăрасем тултарса, мал енелле кайнă та, кĕл-кĕллесе çул тăваткалне кĕленчисене лартса хăварнă. Çапла чире усатса янă пулать вара.

туййăм

моя свадьба. N. † Туййăм-туййăм, темесен, туя илсе каймĕçĕ. Альш. † Туйăм-туйăм туй çуни, киле пырсан пăх çуни; туййăм-уййăм туй халăх, киле пырсан çын пекех. Тайба-Т. † Туййăм-туййăм, темесен, ая минтер хумаççĕ.

тул

тол (тул, тол), наполняться, стать полным. N. Шăтăк тулсан, çын укçине лав çине тиерĕ, тет те, шуйттан ачине кӳлсе килне чуптара пачĕ, тет. Корачка. Пыр шăтăк толсак ларчă çĕмĕрт çисе. Ала 74°. Хурана кĕмерĕ, чукуна тулмарĕ (бык). СТИК. Ĕне çилли тула килет (уже скоро будет полно, у стельной коровы). СТИК. Чĕлĕмне тивертсех туртса пĕтерейместĕн, вăл тула тăрать. Не успеешь выкурить трубку, как оно (ведро) уже полно. N. Пĕве тулнă. Пĕвене шыв тулнă. Регули 1064. Кӳлĕ шăнче çомăртан шу толчĕ. О сохр. здор. Пирĕн ăшран пĕрмаях ăшă тухса тăрсан та, ун вырăнне çĕнĕрен ăшă тулах тăрать Ib. Ача выртнă çемĕн сăпка çитти айĕнчи таса сывлăша пĕтĕмпе хăй сывласа илсе пĕтерет, ун вырăнне таса мар сывлăш тулса çитет. СТИК. Пирĕн пӳртре шыв татăк тăмаст, хамăн çемье пысăккипе, шыва нуммай та тыткалатпăр пуль те, пĕрре пĕри каят, тепре — тепĕри, çавăнпа витресенче шыв тулах тăрать. Ib. Крантлă пичĕке аван та çав (бочка с краном очень удобна), крантне кăшт пăран та, пĕр-ик-виç минутран витре тулса та тăрат. Якейк. Попа эп паян пĕр пăтакка ыраш толимирах (неполный) парса ятăм. Кан. Ун тавра шăтăк кăшт тулми лайăх тăпра тултараççĕ. N. Хам шывра выртнă чухне çăвара шыв кĕрсе тулнă та, хырăм йăлт тулса кайнă. || Разливаться (о реке). Орау. Атăл пĕлтĕрхи чул тулнă, тит, ĕнтĕ. N. Кăçал шыв питĕ тулмари? N. Тулса кай (о реке). N. Атăл шывĕ толнă. || Прибывать (о воде). СТИК. Çырмари шыв кашни кун тулса пырат (каждый день прибывает). Ib. Çырмари шыв тула пырат (каждый день прибывает). Ib. Çырмари шыв тула пырат ĕнтĕ (скоро совершенно наполнится). Ib. Çырмари шыв тулах пырат (мĕн тулнăçем тулат, все прибывает). N. Атăлта шыв тула пырат (все прибывает). N. Çырмара шыв тулнă. Орау. Тата тулать-ши ку кӳлле шыв? Еще будет ли прибыль воды? Регули 424. Шу толах пырать. || Наливаться (о зерне). Сĕт-к. Ыраш тĕшши толса çитнĕ. N. Пăрçи тула пуçласассăн. || В перен. знач. N. Уй варĕнчи олмоççи, çӳлчи сарлать — уй толать, уй илемне вăл кӳрет. || Распуститься (о листьях). Ст. Ганьк. Шыв хĕрринче хурама, çулçи тулса çитсессĕн, тăкăнат аслă шыв çине || О луне. N. Уйăх тулса пырать (или: çитĕнет). N. Тулса çитнĕ уйăх, полнолуние. || Наливаться кровью. N. Мĕкĕрленсе ларнипе пуçа юн тулать. N. Тулса ларчĕ (кровь в рубахе). || Быть выплаченным сполна. N. Окçи толнă таран илĕр. Н. Якушк. † Ырă хăтаçăм (ятне кала), тулчи сана хĕр хулăм, тулмари сана хĕр хулăм. Хĕр хулăмĕ тулман пулсассăн, тата парăпăр, хăтаçăм. || Исполниться. N. Шăп виç эрне тулса çитсессĕн, асатте вилсе кайрĕ. Изамб. Т. Ашшĕ вилни акă пилĕк çул çăварнире тулат. N. Унтан вара, вăхăт тулсан, вăл хăйĕн ывăлне янă. || Испытывать полное удовлетворение, быть удовлетворенным. N. Çăкăр çине пăхсанах, мĕн пур кăмăлăм тулса ларат. ЧП. Килес хăна килчĕ, кăмăлăм тулчĕ. Ib. Савнă тусăр инçе кайиччен, курса юлсам куçăр туличчен. Ст. Шайнурз. † Сирĕн патра эпир килсессĕн, тулаяттăр сирĕн кăмăлсем. || Испытывать обиду, горечь и т. д. N. Ăшăм-чиккĕм тулса çитет. N. Ăш-чик толса охрĕ те, темĕн чол макăрса пĕтрĕм. N. Хурлăх куран салтакăн ăшĕ тулса çитет. N. Сирĕн пурăнăçăра аса илетĕп те, пĕтĕм ăш тулса çитет, куç-çул куçа хупласа илет. Сред. Юм. Ăшăм-чиккĕм толчĕ. Накипело в душе. N. Е ӳсĕрпе ăш тулса çитет те, çынна тем каласа пĕтерен. || Употребл. в качестве вспомогательного глагола. Изванк. Кашни урапана пĕрер икшер лаша кӳлсен, йăвăр пулат, унчух вилнĕ çынсем ларса тулаççĕ, тет. (Поминки). Кан. Куç ыратса-а-а кайрĕ те, хĕп-хĕрлĕ юн анса тулнĕ. N. Вăл çурта часах халăх пит нумай пырса тулнă. N. Çав вăхăтрах таçтан çумăр пĕлĕтсем тухса тулнă.

тул

тол, пшеница. См. тула. Тораево. Çав ухмах Йăван пĕре тул акнă. Тулĕ пит аван пулнă. Сред. Юм. Тол колаç, пшеничный хлеб. Вомбу-к. Тол нимри. Сред. Юм. Тôл çӳхи — çӳхе сарса вăт-уççинче пĕçерекен колаç. Кĕвĕсем. Тул, тул, тул пуçĕ, хуран тулли хур пуçĕ. Енеш-к. Кашнă толран пĕçернĕ çӳхӳ иккĕ, икĕ хăпарту илсе пураççĕ.

тулхăр

(тулhы̆р), фыркать (о лошади). N. Кĕсре тулхăрчĕ. ТХКА 102. Тискер кайăксем тулхăраççĕ. СПВВ. Тулхăр; тăлхăр, лаша тăлхăрать; лаша тулхăрать, çил тулхăрать. Тюрл. Лаша толхăрать. Ib. Мĕн толхăрса, шăмарса çӳретĕн. Сред. Юм. Лаша толхăрать (фыркает). || Кипеть сильно. Полтава 54. Вĕри шыв пек тулхăрса, вăл ĕç вĕрет халь ĕнтĕ. „Давно замыслили мы дело, теперь оно кипит у нас“. Ib. Ыр савăтсем эрехпе, тулли кăпăк тулхăрса, шăтăртатса ларнă чух („полны вином кипели чаши“). N. Хăш чух питĕ тулхăраççĕ те, çавăн чух ăш вăркать. || В переносном знач. Ерк. 169. Кĕç! пиччĕшĕ вăл тулхăрнă вăхăтра илсе пычĕ çĕр нӳхрепрен урхана. Сред. Юм. Тем полнă она паян, пĕр май хăй тĕллĕн толхăрса çӳрет хăй (ходит сердито).

тунала

итти широкими шагами, широко шагать. Орау. Туналаса пырать. Шагает своими длинными ногами. Кан. Аран-аран çур пăт тăвар илсе, Турханалла туналарăм. Ib. Ват карчăксем, курпун стариксем чиркĕвелле туналаççĕ.

тупкала

учащ. ф. от гл. туп. ЧС. Вара укçа тупкаласа, Шăхасан пасарĕнчен атте пĕр хура сурăх илсе килчĕ. Кан. Туканаш ялĕ акма ыраш вăрлăхне тупкаларĕ. N. Ати утта çӳресе топкаларĕ-халь (заработал).

тупанлă

с полозьями. Зап. ВНО. † Йĕс тупанлă çуни пур, çутти юлтăр çул çине; йĕс шăнкăрав пек сассăм пур, янтра юлтăр çак яла. Ib. Сана пасара шуç тупанлă çунапа, йĕс качакапа илсе кайăп. (Так обманывают маленьких детей, когда те желают ехать на базар).

тур-ум

, тор-ом, божница, тябло. Етрух. Çапла вара юмăçĕ укçана илсе тур умне хучĕ, тет те, сăхсăхрĕ, тет.

тура-шăл

, тура-шăлĕ, тура-шĕл, количество льна, надеваемое на гребень при прядении. Изамб. Т. Пĕр тура-шăл арласа пĕтерем-ха (кончу). Н. Седяк. Тура-шăл — авăрлама хатĕрленĕ (тунă) сӳс. Ирч-к. Тора-шăлне толса ларнă. Ст. Чек. Кукки тура-шăл кунтипе ашăк илсе тухрĕ. Paas. Тура-шăл, очищенная кудель.

турăшăн

„ей богу“, во имя бога. Кама ЗЗ. Илсе кайнă чухнех çĕмрĕкчĕ вăл. Эпĕ çĕмĕрмен ăна, турăшăн вăттăк эпĕ мар.

туртăн

, тортăн, (турды̆м, торды̆н), тянуться, тяготеть, стремиться. N. Малалла туртăна пуçларĕ. Никит. † Тĕклĕ ураллă тăмани, туртăнать-туртăнать — чăхсем патне çитеймест. Курм. Тортăнса хопарчĕ, потянулся руками (напр., гимнаст). Слеп. Туртăнса сӳлет (тяжело). Лап-к. Вăл, тортăнсан-тортăнсан, вĕçсе тухса кайрĕ. Полтава 116. Вăрçа пăхать савăнса, чунтан вăрçа туртăнса (стремится). Ир. Сывл. 9. Пурте туртăнаççĕ кĕввĕме. N. Шăни туртăнчĕ-туртăнчĕ, ниепле те ĕçĕрнсе каяймарĕ. Муха трепыхалась, но не могла отстать от бумаги. Изамб. Т. Пирĕн йытă вите еннелле туртăнса вĕрет. Тайба Б. † Кăвак лаша тăрат карăнса, тилкеписем тăрат туртăнса, йĕслĕ йĕвенсем те пуçĕнче, вуник урлă кутлăх çийĕнче. N. Чунăм пĕтĕмпе хавасланса кайрĕ. N. Ун чухне çавăнпа та шкул енне туртăнакан сахал пулнă. Кан. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕнех çутталла туртăнаççĕ. Изамб. Т. Ун чухне пуяннисем юрлăсене ыраш кивçен пама туртăнман. || Упираться, упрямиться, ломаться. КС. Туртăнса тăрать (не решается). N. Ăна пулăшасран туртăнса ан тăр. N. Эсĕ мĕн чухлĕ туртăнса тăратăн, çавăн чухлĕ вăл сана тимлесе йыхăрать. СТИК. Аслă акăшне калама параççĕ (дудку), тет, илмест, тет, туртăнат, тет. N. Чĕлхĕне вĕренмесĕр туртăнса тăрас(си) çук. Чем люди живы. Михала туртăнса-туса тăман, улпут таварне илсе сĕтел çине сарса хунă та, хутласа каса пуçланă. Кайсар. Вăл калаçĕччĕ те, ваттинчен туртăнат. || Отступать. N. Эпĕ: атте мар пулĕ ку, çынсем ашшĕсем пекте тумланман, тесе шухăшласа каялла туртăнма пуçларăм. || Худеть. СТИК. Çын ĕçпе мар, хуйхăпа пит хытă туртăнат. КС. Лаша туртăнчĕ (похудела несколько от сильной работы). Ст. Чек. Туртăннă = начарланнă, похудел. Сред. Юм. Лаша тортăнчĕ, сăхăнчĕ (похудел). Якейк. † Туйăран туйя çӳресе тор лаши та тортăнчĕ, çӳрен лаши та çухелчĕ. Чума. Пичĕ-куçĕ туртăнса шап-шурă пулса, тем тĕрлĕ йывăр хуйăха ӳкнĕ çыннăн пек пулать. О сохр. здор. Акă лаша та, инçе çултан килсен, туртăнать (худеет). Яргуньк. Ати пачĕ кăвак лаша, савса паман япали кӳлнĕ-кӳлмен туртăнчĕ. || Падать (о волосах). Байгул. Çӳç туртăнсан, çын çиет, тет. (Поговорка). || Заволакиваться. Чув. пр. о пог. 168. Туртăнать (тонкие белые полосы, будто натянутые поперек небесного свода). || Куриться. Орау. Чĕлĕмĕ туртăнмасть, питĕрĕнсе ларнă (не курится).

туртса антар

стащить, спустить, свалить. Кан. Вĕренпе кăкарсах арман çунаттине туртса антарчĕ. Перев. Унтан çаннине тавăрнă, хăй икĕ питлĕ çĕççине илсе хăйранă та, кĕсрине туртса та антарнă. Сюгал-Яуши. Так çывăрса кайсан, лашасем патне кашкăр пынă та, пĕр ăйăра туртса антарнă. М.-Чолл. Унччен те пулмарĕ, кашкăр лашана туртрĕ-антарчĕ. Орау. Хай мăн пуç персе те анчĕ, пуçĕ туртса антарчĕ пуль ăна?

турса ил

притягивать, стягивать, тянуть. О сохр. здор. Вăл пĕренесем (стены) сивĕ пулаççĕ те, пирĕн ӳтри ăшша нумай туртса илеççĕ. Ib. Ун пек çĕре тăпра тултарса йывăçсем лартма кирлĕ, вĕсем вара тымарсемпе ӳснĕ çемĕн шурăри нӳре пĕрмаях туртса илеççĕ. N. Туртса илсе çĕлеп. || Отдернуть. Орау. Аллине туртса илчĕ. Отдернул руку. Çутт. 80. Пӳрнене темĕскерле туртса илчĕ те, хăранипе кăшкăрсах ятăм. || Отнять, отбить. Орау. Ак арăмна туртса илĕ-ха (отобьет). || Прицепить. Сĕт-к. Эп çеклĕпе виç паломми тортса илтĕм. || Оболакивать (об облаке). || Принять на себя. N. Хăй çине туртса илнĕ. Принял на свой счет. || Курнуть.

турханти

(турhан’д’и), назв. духа. (Ему варят пивов маленьких кадочках, бросают свечи, яйца, хмель, солод, в лесу и оврагах. Он будто бы появился после киремети). Шарбаш. Б. Яныши. Çав вăрман патĕнче Торханти ятлă киремет. Около того леса находятся киремет по имени „Торханти“ || Назв. обряда. Шурăм-п. Çуркунне юр кайса пĕтрĕ. Сăртсем симĕсленчĕç. Хура вăрман та симĕсленет. Ачасем сурăхсампа (çитерме) çӳреççĕ. Ах унта питĕ аван-çке! Ачасем выляççĕ, кулаççĕ. Эпĕ те унта пĕчĕкçĕ чухне çӳреттĕмччĕ. Пĕре кив улича вырăнче çитерсе çӳренĕ чухне, пĕр ватă карчăк вăрмана кайнине куртăмăр. Аллинче унăн темĕскер пур. Çта каять-ши вăл капла? Пысăкрах ачасем ăна та пĕлчĕç: турханти пăрахма каять, терĕç. Ачасенчен нумайĕшĕ ун хыççăн вăрттăн чупрĕç. Эпир пилĕк-улттăн анчах юлтăмăр. Пире пĕчĕккĕрен сурăх пăхма хăварчĕç. Карчăк вăрманта пĕр тĕмĕ кутне чăрпуçланса ларчĕ, тет те, аллинчи тутăрне салтма пуçларĕ, тет. Ун ăшĕнчен хулен çăмарта, чан пек япала, хăмла, салат, çурта тухрĕç, тет. Салачĕпе хăмлинчен чан пек япалишĕнче сăра тунă пек пулчĕ, тет. Çуртине лартса кĕл-тăва пуçларĕ, тет. Кĕл-тусан, кĕл-тусан, ку япаласене пурне те пăрахса килелле уттарчĕ, тет. Вăл вăрмантан тухнине эпир те куртăмăр. Ун хыççăн турхантие кĕл-тунине курма кайнă ачасем çĕмĕрĕлсе тухрĕç. Пĕри çăмарта йăтнă, тепĕри çурта. Ачасем карчăка: çта кайса? тесе кăшкăраççĕ. Карчăк нимĕн те чĕнмест. Чĕнсен, турханти çырлахмаçть пулмалла. Турханти тутрисем пирĕн патра çырмасенче, вăрмансенче халĕ те курăнкалаççĕ. Вĕсем пурте кивĕ. Унтан эпир Турхантие халĕ кĕл-тумаççĕ теме пултаратпăр. Ĕлĕкрех эпĕ те çырмара çуртасем куркаланаччĕ. Халĕ çук. Хăш чухне ачасем ĕлĕк укçасем те тупкаланă, тет. Кукаçи: чиркĕве кайнă чухне пĕрер уçă турханти çурти илсе каяттăмччĕ, тет. Турхантие халĕ пуççапмаççĕ. || Имя человека, который выдумал культ „торганди“. Шарбаш.

туслă

тослă, имеющий друга(-зей); дружный. Бугульм. † Манăн ăшăм çунмасть-çке, кам туслисен çунать-çке. Регули 709. Кам пор пирĕн ялта тослă çын. Чураль-к. Автан, автан ури шатра, шатра инке сак çинче, туслă инке ту çинче. || Дружно, в дружеских отношениях. N. Кирек мĕнле тус та: эпĕ те унпа туслă тăратăп, теме пултарать; анчах тепĕр туç пур, тус ятне кăна илсе тăрать. Никит. Туслă пурăн (кампа та пулин), жить дружно (с кем-нибудь). Регули 1494. Эп она пĕлме мар, тослă порнатпăр омпа.

тутан

пробовать на вкус, отведать, испробовать, брать в рот. N. Тутанмалăх çеç илсе пачĕç кучченеçне. Ашшĕ-амăшне. Ĕçме парсассăн, вăл ĕçнĕ, çимине тутанса та пахман. Ст. Чек. Тутанса пăх, отведать. Изамб. Т. Ăна пурте тутанаççĕ (похлебку). Альш. Ертсе кĕрсе каяççĕ хайскере трахтире тутанма.

тух

, тох, выходить, выезжать. N. Краснов алкумĕнчен тухнă, тет; мĕнпе çывăрнă, çавăнпа анчах тухнă, тет, пĕр япала та кăларман, тет. N. Уçланка тухрамăр. В. С. Разум. КЧП. Эпĕ пĕр пашалу илтĕм те тухрăм. Я взял одну лепешку и вышел (но: илсе тухрăм — вынес). Кан. Аçтăрхантан юлашки прахут октябĕрĕн 14—15-мĕш числинче тухмалла. N. Ачасем, ăрамра шыв тухсанах, тула тухаççĕ те, каçчен те пӳрте кĕресшĕн мар. СТИК. Ыран ута тухмалла çынсем çависене туптаççĕ. Люди, которые должны завтра выйти косить сено, заправляют косы. ПТТ. Ваттисем ахаль каламан пулĕ çав: çын тухиччен туха пĕлмест, тухсан кĕре пĕлмес, тесе. Токшик. Тула тухасран тухас килет. Истор. Ольгă çыннисем тухакана пĕр вĕлерсе тăнă. N. Çула тухсан тин мана калаçма ирĕк пулчĕ. Шел. 101. Тухман чун, сӳнмен вут, тенĕ пек, халĕ эп. N. Тух тула, сыс пӳрте. (Шутка). Яжутк. Тухĕç халĕ утсампа, çуха тарне кăларапăр. В. С. Разум. † Пусма умĕнчи вĕрене тухмассерен вĕрентет; ăна пĕлнĕ пулсассăн, тата саккăр лартăттăмччĕ. N. Вăл унта тухнă та, сасси тухнă таран: мĕн тăватăр эсир кунта? тесе питĕ хытă кăшкăрчĕ. Изамб. Т. Акă çул ялтан тухать, çавăнпа тӳрех каймалла. Çутт. 62. Хăйăр тухакан вырăн. N. Эсир ман ăшран та тохмастăр. Чув. пр. о пог. 275. Çĕлен-калта хĕвеле ăшăнма пит нумай тухнă пулсан, çăмăр час пулать. Если очень много змей и ящериц выходит греться на солнце, скоро будет дождь. Янтик. Çуркунне тула тухнăçеммĕн тухас килет (кунсем пит ăшăран). Ib. Тухман çын, человек ни разу не выезжавший в период какого-нибудь времени; говорят, если он выедет, то обязательно будет буран или дождь. N. Тухман çын утсем патне тухсан, çумăр пулать. Сред. Алг. Эпир ялтан тухас çук, ăс кĕмесĕр ан илĕр. || Т. VI. Вилнĕ çын куçне уçса выртсан, çуртран тата тухасса, теççĕ. || N. Пасара тырă тухми пулчĕ (тухма чарăнчĕ, привоз прекратился). || Выходить по счету, оказываться в должном количестве. N. Кĕлте тухмарĕ. Толст. Апат çиес умĕн амăшĕ çливисене суса пăхнă та, пĕр çырли тухман. N. Ну вăкăрри те (и бык-то...) питĕ мăнтăр пулнă, тет. Ашĕ хĕрĕх пăт тухрĕ, тет, çăвĕ вăтăр пăт тухрĕ, тет. N. Вара мĕн пур пухнине пурне те çапнă та, унăн çĕр пăта яхăн урпа тухнă (оказалось, вышло). N. Пĕр пилĕк-олтă пăт тохатьчĕ полĕ. || Причитаться. N. Халĕ кăштă укçа пур-ха, Праскура ĕкесем хуса кайнипе 1 т. 50 п. тухать. Вишн. 59. Эсир: ĕçленĕ чух пиртен нумай япаласем тухаççĕ те, çавăнта эпир туртăнатпăр, тенине илтнĕччĕ. || Расходоваться. N. Вара санан уччитлĕри шалу тухмас пулĕ. || Вылетать. ПВЧ 120. Атте килĕ, ай, сала пак, сала-кайăк, ай, тухас çук. || Выплывать. Орау. Çурхи шыв тулăх пулмарĕ кăçал, çавăнпа шывсем ăшăххипе сулăсем Атăла тухиман. || Вытекать. ПВЧ 95. Юман касрăм, ай, пыл тухрĕ, çăка касрăм, ай, çу тухрĕ. Альш. Шăнкăр-шăнкăр шыв юхат, шăнкăртăм хирĕнче çăл тухат. || Истекать (о сроке). N. Çав ката (вăрман татăк) патĕнчи çĕрĕн пĕлтĕр, 1916 ç. срукĕ тухрĕ. || Впадать (о реке). N. Онкă çавала тохать. Онга впадает в р. Цивиль. Альш. Вăл кĕтесре Сĕвене Кăнла шывĕ юхса кĕрет. Кăнла шывĕ пысăк шывах мар. Шывĕ тухнă çĕртех, лапра, ялĕ ларат: Кăнла теççĕ. N. Вăл шыв Сăрра тухат. || Обнаруживаться, распространяться. Панклеи. Нумай та порнмарăмăр, пĕр икĕ эрнерен хай кам вăрлани тоххĕр (обнаружилось). || Образоваться. Ст. Шаймурз. † Хурамаран пĕкĕ аврăм, хĕвелпеле хушăк тухминччĕ. || Восходить (о солнце). Янтик. Эй, хĕвел, хĕвел! Юлашки кун сана пăхса юлатăп. Ĕнтĕ, эпĕ кайсан, эсĕ мансар пуçнех туха-туха (или: тухса) анса тăр. || Уродиться. N. Вăрлăхĕ те тухас çук. Чув. пр. о пог. 468. Çулла тĕтре пулах тăрсан, кăрăç нумай тухать. Если летом часто бывал туман, грибов уродится много. || Всходить (о хлебах). N. Калчасем тĕ ешĕл тухрĕçĕ. N. Тырăсам мĕле туххăрç? || О колосе. N. Ырашсем тата поç тохса тикĕсленчи вара? || Выйти замуж (украдкой). Юрк. Куç умĕнче сарă каччă, тухăп кайăп, мĕн тăвăн? Альш. Тимĕрсел чăвашне качча тухса (т. е. вăрттăн) килет, тет. || Выигрываться. N. Патша хĕрпе окçалла выляса окçа тохмарĕ — çилентĕм, тет Йăван. || Проходить. О земл. Çапла акнă хыççăн вăрлăх витĕнтĕр тесе, çийĕнчен сӳрепе анчах тухаççĕ. || Проходить (в дверь). || Приниматься. N. Çамрăкла ĕçрен юлакан ватăлла (ĕçе) тухать, тет. (Послов.). || Случаться (о пожаре). Шинар-п. Çавăн пек эпĕ астăвасса пирĕя ялта тăватă хут тухрĕ (пожар). N. Çа вăхăтра лапах манăн пиçмо тоххăрĕ. || Выгорать (о деле). Кан. Ну мĕнле? теççĕ пашелсем.— Мĕн мĕнли, ĕç тухмарĕ. N. Ăна тилмĕрсе мĕн тухасси пур. N. Эпĕ шухăшланипе ĕç тухмас ĕнтĕ. || Орау. Вăрман кăçан тухать сирĕн? Когда получите разрешение возить. Альш. Сирĕн кăçал вăрман тухат-и? Удастся вам нынче выхлопотать лес? || Скинуться. Панклеи. Попляканă çĕртех çак арçурин хĕреç тохнă-ӳкнĕ. || Выгружаться. Тайба. Т. † Атăлтан арпус тухат-ĕçке, тулса тухнă уйăх пек. || Выйти из употребления. N. † Порçăн тотăр полăтăм, эп хĕр поçĕнчен тохмăтăм. N. Пирĕн... юрамисĕре тухрĕç, улăштараççĕ çак хушăра. N. Арман тухрĕ, ун вырăнне пĕр çӳпĕ-çапă кăна тăрса юлчĕ. || Появляться. N. Вăл (корь) ачана анчах тухать. N. Çула ача чирĕ тухрĕ, тухтăра шыраса Ишеке çитрĕмĕр, Покровскине те çитрĕмĕр, хулана та çитрĕмĕр. || Проходить (о болезни). Нюш-к. Чир çыпăçнă чухне купи-капанĕпе килет, тухнă чухне йĕп çăрти витĕр тухать, теççĕ. Шурăм-п. Чир тухса кайрĕ. || Окончить. Иваново. Эпĕр хамăр ялтан тухсан, манăн двухклассный школа каяс килетчĕ. || Кончиться, заканчиваться, оканчиваться. Изамб. Т. Час-часах хĕлле, раштав типпи тухсан, ĕçкĕ ĕçеççĕ. Альш. Çĕнĕ-кассăн вĕçĕнче çӳлти эрет тухнă çĕрте. Ст. Письмерь, Ставр. Кăнтăрлахи кĕлĕ мункун кунĕ хĕвел тухас умĕн тухать. Альш. Хăят кунĕ (16 июня) каçпа тин хай кĕвĕ каласси чарăнат: уяв тухат вара. Ib. Михайла эрни тухсан, тепĕр эрне хушшинче. Ст. Яха-к. Çăварни тухса кайнă чухне çынсем пурте çăварния ăсатса яраççĕ. Бюрг. Мункун эрни тухсан ытларикун. Календ. 1904. Вара çăварни тухиччен эрнипех сĕт, çу, çăмарта, пулă анчах çиеççĕ. N. Эпĕ санăн çыруна илтĕм мункуя эрни тухнă кун. || Настаиваться (о чае). Альш. Чейĕ тухаймарĕ-ха. Чай еще не настоялся. || Проходить, проезжать по более узкому месту, напр., по лесной дороге, по улице, по засеянному полю и пр. Трень-к. Пирĕн Чăкăртан киле таврăннă чух пĕр вĕтĕ вăрман витĕр тухмалла. Разум. Пĕр çĕрте çĕнĕ çул (дорога) икĕ халăх çĕрĕнчен пĕрин витĕр тухса каймалла полнă (должна была). Богдашк. † Урамăрсем вăрăм, тухма çук. N. Эпĕ пĕр чăрăш тĕлĕнчеччĕ те, чăрăш витĕр тохса тивĕрĕ мана. || Прибыть, приехать. Сред. Юм. Кăш прахутпа тохрăн? На котором пароходе приехал? || Быть изобретенным. Шурăм-п. Пăрахутсем тухсан (были изобретены) та, çавăн пекех пулчĕ. || Подниматься. N. Мăрьесенчен паян кунĕпе тĕтĕм тухать? || Достаться. Бгтр. † Ой тутри, хĕр тутри, тутри хĕрĕн пулсассăн та, укçи хамра тухнăскер. N. Халăх çине тухрĕç (анасем). Ала 6. Шăпа ячĕç, тет: çав çĕлен урлă каçма кама тухать, тесе. Изамб. Т. Эпир, аван çаран тухнисем, пăсма памарăмăр (не позволили переделять). N. Сана та ним те тухас çук. || Явиться. Синъял. † Турă çырни тухаччен атте патĕнче пурăнтăмăр. || Появляться (об облаках, зверях и пр.). Кн. для чт. I, 15. Каçхине çумăр пĕлĕчĕсем тухнă та, çумăр çăва пуçланă. Синерь. Мĕн пирĕн палумия тухрĕ (что это такое появилось, что ест наши яблоки), тесе калать, тет, ывăлĕсене. || Скипеть. Орау. Вуник минут анчах юлчĕ, сăмаварне лартмастăп та ĕнтĕ, унччен тухаймасть вăл. || Вернуться. Орау. Хам укçа та тухмарĕ. Ib. Пушмака кĕркунне тенкĕ те вунă пус панăччĕ. Хакĕ тухрĕ-ши унтанпа? || Набираться для продажи. N. Сĕлĕ тохмас сотмалăх. Орау. Ку шăмата пĕр пилĕкçĕр хăяр тухĕ-ши? — Мĕн пилĕкçĕрĕ, пĕр икĕçĕр тухĕ. Наберется ли к субботе 500 огурцов? — Где пятьсот, ладно если наберется двести. || Спориться (о деле). Юрк. Ĕçĕ (у него) кĕсем урлă та тухмаст (не выходит, т. е. они ему ни в чем не помогли). Ib. Вĕсенчен кăна ыйтнипе нимĕн те тухманниие курсан, ку татах урах май шыра пуçлат. || В. С. Разум. КЧП. Пьесси те вĕсен кулăшлăрахскер, çавăнпа лайăх тухрĕ. || Чхĕйп. Тата тупăк тунă чух тухнă турпаса пурне те пуçтарса илнĕ те... (собирали). || Стать, сделаться (кем либо). Шорк. Олпута тохнă, попа тохнă. N. Асла тух, мухтава тух. Сред. Юм. Учитĕле тухнă. Доучился до учителя и служит учителем. Рукоп. календ. Прокоп. Начара тух, вĕте тух, вака тух. N. Эмелçĕ хăй пĕлĕвĕ тăрăх асла тухать. N. Санăн варлă çынну, санăн тусу тăшмана тухсассăн, сана вилес пек хуйха ӳкермест-и? N. Вĕсем типсе пĕтсе кайнă хăравçа тухнă, ялан айăплă çын пек тăраççĕ. N. Эсĕ мĕнле чина тухан? || Превращаться, обращаться. N. Аскăнланса çӳрекен çын çемйине тĕрлĕ усалтан сыхлас вырăнне хăй тăшмана тухать. N. Навуса тухнă, обратилось в навоз (о железе). || СРОВ. 11. Ухмаха тухнă-и-мĕн ку çын? Она сошла с ума? || Увольняться, оставить службу. N. Вăл вырăнтан тухатех, теççĕ. N. Халĕ эпĕ вырăнтан тухрăм, ĕçлеме юрамаçть. || N. Пĕр министр ĕçĕпе айăпа тухнă пулсан, вăл айăп ытти министрсем çине те ӳкет. || Потерять образ. N. Ну тулĕк эс этемлĕхрен тухрăн, саншăн кулянап. Микушк. † Çын хурланă пуçăма эс хурласан (обракует, обидит), тухать çамрăк пуç çынлăхран („теряет всякое достоинство и выходит из числа людей“). || Дожить. || Быть в обращении (о деньгах). К.-Кушки. Ку укçа тухнăранпа çичĕ патша улăшăннă. С тех пор, как эти деньги были в обращении, сменилось семь царей. || Ослушаться, перечить. N. Эпĕ хушнинчен ан тухăр. СЧЧ. Çемьесем кирек хăççан та аслин сăмахĕнчен тухни çук. N. Эпĕ каланă сăмахран ан тух. N. Вĕсем сăмахĕнчен тухас мар. || Происходить, образоваться. N. Çак вĕрӳçĕ сăмах тухнă вĕр тенĕ сăмахран. || Вылезать, выпадать. Орау. Пакшан пырши тухнă, тет, хăй çапах тепĕр турат çине сиксе ларасшăн, тет. Чураль-к. Çӳçрен ярса тытсассăн, çӳç тухмасăр ямаççĕ (парни). N. Ăйхинчен вăраничченех ăна пĕтĕм ăшĕ-чикки тухса ӳкнĕ пек туйăннă. Орау. Темскер мăккăли шалтан мăкăрлса тухать (выходит изнутри тела наружу). || Встречать. Сунт. Лисука илме тухакан пулман. || N. Эпĕ кăçал тыр вырма тухаймарăм, икĕ эрне питĕ йывăр выртрăм (лежала, хворала). || Собраться. Альш. N. Вăл хайĕн начар çара-çунине, начар кĕсрине кӳлнĕ те, кайма тухнă. N. Эсĕ каймаллах тухнă-и? Ты совсем собрался? || Приводить. ТХКА 51. Çак çул хамăр яла тухать пулас. Çак çулпа киле каяр. || Начинаться. Ачач 4. Нимĕç вăрçи тухиччен пĕр çирĕм çул малтан. || Употребляется в качестве вспомогательного глагола. Альш. Чăнах та ачи уйăрăлса тухат, е тухса качча каят. N. Ишсе тух, переплыви. Юрк. Тăрахтире кĕрсе лайăх яшкасем çисе тухат. О сохр. здор. Çапла вара пĕр чирпе хăш чухне ялĕпех чирлесе тухаççĕ. Артюшк. Вăл ту патне пынă та, лумпа çĕмĕрсе тухнă (пробил насквозь). Баран. 237. Çанталăк лайăх тăнă чух, çак çула ик-виç кун хушшинче ишсе тухаççĕ (проплывают). N. Кунта мĕн çырнине каласа тух. Произнеси (по порядку все те числа, которые здесь обозначены цифрами). N. Пухăва тухсан-тусан, хайхине пуянсем хутлăхне сĕтел хушшине кĕрсе ларма вырăн та пара пуçларĕç, тет. Орау. Пасар майĕпе кĕрсе тухсан-тусан тем пулĕ-ши: те парĕ, те памĕ ĕнтĕ ку вир-ял (деньги). N. Унта çапăçса кам мухтава тухин, ĕç халăхĕ мухтава тухать. Якейк. Кăк кăларнă чох, чакалтасан-чакалтасан, калаççĕ: халь кăк тоха пырать та-ха (корень при корчевании начал выходить). СТИК. Эп унпа кăшт калаçасшăнччĕ, темле тĕпелелле пăрăнтăм та, кайран пăхап — вăл туха кайнă. Микушк. Эпир пуснă вырăна тивлет пусса тухтăр-и? (Из свад. такмак’а). Изамб. Т. Эпĕ кĕмен! Вĕсем хăйсем вăрласа тухрĕçĕ. Кив-Ял. Емелкке кукăр туя илсе йыхăрса тухрĕ пухăва. Альш. Тепĕр тĕслĕ халăх: тутар, мăкшă, вырăс, хăйне ушкăн лара-лара тухнит (расселились). В. С. Разум. КЧП. Иртсе кайнă чух пирĕн пата кĕрсе тух. N. Пĕçерсе тухаççĕ. ТХКА 5. Аттерен уйăрлса тухнăччĕ. Янтик. Тăваткăл минтер, хăмаç пит, сарса тухăр сак тулли; çак Тимешĕн хĕрĕсене курса тухăр (е: юлăр) куç тулли. ЧС. Вара чӳклекен ăстарик пӳртри çынсене пурне те пĕрер курка сăра ĕçтерсе тухрĕ. (Ача ячĕ хуни). Ильмово. Вырăна çитсен, ăрам пек тăрса тухаççĕ те, такмаксем, сăвăсем калаççĕ. Юрк. Малтан çуна пуçланă çурт çунса пĕтиччен аллă-утмăл килле пĕтерсе те пăрахат (тухат). Истор. Пилĕк сахат хушшинче вĕсен мĕн пур карапне пĕтерсе тухнă. || Так гонят собаку. N. Тох, мар-тох (на собаку кричат). Тюрл. Тох! Пошла вон, цыма, тубо! (отгоняют собаку).

тухтар

понуд. ф. от гл. тух. || СЧЧ. Тӳклесе чарăнсан, çынсене чашкисене пурне те икĕ йĕрке лартса тухтараççĕ (заставляют ставить). О заступл. Арăма хăй патне илсе тухтарнă.

тухатмăш

, тохатмăш, тухатмĕш, колдун(-ья), ворожей(-я). Дик. леб З8. Сире тухатмăш панинчен епле хăтарас-ши манăн? Бгтр. Тохатмăшсем, пăсăмçăсем кĕçĕн çимĕк каç кайăксем, йытăсем, сыснасем, кошаксем полса, вил торпассисем, çăвасам çине пăсма каяççĕ, тет. Çав кон апат çимесен çăвая вил торпасне тимĕр карта çавăрсан: çав тохатмăшсене тытмалли, теççĕ. Сунч. Тухатмăш знает много тайных слов, которых обыкновенный человек не может знать, если он не откажется от любимого предмета. Чуратч. Ц. Ашшĕ е амăшĕ тухатмăш пулсан, пĕр-пĕр ачине вĕрентсе хăвармасан, çӳлти патшалăха кĕмеçт, теççĕ. Ахаль пулсан тухатмăшсем çĕр çинче пĕтнĕ пулĕччĕç, ашшĕсем вĕрентсе хăвармасан. Н. Седяк. Тухатмăш калăм каç, благовещение каç çӳрет, теççĕ. Камăн тулта шурă кĕпи-йĕмĕ пулать, çавсене юнласа çӳрет, е касса каять, теççĕ. Тухатмăш — усал сывлăшпа пĕрлешнĕ çын, ăна сыхлаççĕ çынсем, тытас тесе; вăл кушак, е йăтă пулса çӳрет, теççĕ. Çав кушак пулнă тухатмăша тытсан, вăл лаша пулса тапать, тет, ĕне пулса сĕкет, тет, е вут пулса çунтарать, тет; анчах вăл хăраман çынна нимĕн сĕен те тăваймасть, тет. Могонин. Тохатмĕш — пит нумай чĕлхе пĕлекен çын (язычник); вăл чĕлхипе темĕскер калаçать те, мăкăртатать те, хуне хăва курăнми полать, йытă полать, кашкăр полать, упа полать, тата нумай тем те полать. Шинар-п. Вăл каларĕ мана: вĕсем тухатмĕш, вĕсем хăйсем тухатмĕшле пĕлеççĕ, терĕ. N. Тухатмăш япала çине сăмах каласа çитерсе вĕлерет. Н. Троицкое. Тухатмăша çын курмас, тет, йытă курат, тет. (Сообщ. буинск.- чув.). N. Сана тохатмăш пăснă полмалла. Чхĕйп. Тата тухатмăш çынна хăй килне илсе пырать те: тархасшăн ман килтен усала тасат, тесе тархаслама пуçлать. Сĕт-к. Тохатмăш-карчăк, колдунья.

тухтăр

, тохтăр, доктор. Б. Яныши. Тохтăрсам патне кайсан, ори тӳрленме пуçларĕ, тет. Шарбаш. Тохтăр амăшĕ тоттăр çыхĕ. (Квас чĕрес çине тоттăр витни). Юрк. † Тухтăр пуçне касса ывăтăттăм, аллăмра хĕç пулсассăн. (Солд. п.). || Лечебница. Изамб. Т. Кантура та, тухтăра та илсе кайнă та, ăсем ăна каялла янă.

тӳме

(тӳмэ), завязка рубахи. В. Олг. N. Сар пурçăнтан тӳме тӳлерĕм. Кĕвĕсем. Пирĕн çак тăвансем таçтан паллă, унăн кĕпи тӳмисем шур пурçăн. || Пуговица, крючок. Шашкар. Тӳмесене ĕçертрĕм. Я расстегнул пуговицы. ЧП. Сакăрвунă сакăр сăкмана вуник кĕмĕл тӳме хуртартăм. N. Сан тӳмӳсене лайăх лартман: пальттуна пĕркелентерсе тăрат. Шурăм-п. Петтăр, амăшĕ пек, тӳме илсе пырса парсан, ăна çывăрнă чухне пуç айне хурать (кладет под изголовье). Тюрл. Сăкман тӳми çитеймес (узор для застегивания). || Бляха. Кĕвĕсем. Пĕчикçĕ лаша — турă лаша, лаша кутлăхĕ палăрми йĕс тӳме. || Шишка репейника. См. лапăстан, лапăштан. || Реnis. М. Яльчики.

тӳпке

(т’ӳпк’э), колотить. Карамыш. Кама З6. Çавăрса илсе тӳпкемелле пит лайăх кăна, ывăлĕ вырăнне.

тӳпелеш

(тӳбэл’эш), драться, сражаться, биться. Нюш-к. Çуркунне ирхине чăхпа чăх тӳпелешсессĕн хаяр çын килет, теççĕ. Календ. 1904. Виç-тăват ача пăтавккасемпе чупса пычĕç, тет те, лаша пăхне тӳпелеше-тӳпелеше шăлса пуçтарчĕç, тет. N. Туйри этем, куракан тĕлĕнет те тилмĕрет, вăтанакан, хăракан тӳпелешсе сирĕлет. Т. Н. Загадки. Пĕр каска урлă икĕ автан тӳпелешет. (Икĕ куç). N. Тӳпелешсе пĕтмен-и вăл? Юрк. Вăсем çапăçнине ыттисем те курсан, часах тӳпелешнĕ çĕре чупса пыраççĕ те, кăсене чара пуçлаççĕ. Малтан чарма тытăннийĕн пуçне сăптăрса шăтарса пăрахнине курсан, ыттисем ăна шеллесе, часах хăйсем ялĕнчи лекĕр (доктор) патне тӳрлетме илсе каяççĕ. Чăв. й. пур. 9. Пĕр вăхăтра урамра Петтепе Енечĕм тӳпелешнĕ.

тӳре

первоначально — предмет посвящения, потом — назв. духа. Юрк. Пĕр лаçăра шурă сурпан çакăнса тăрат. Унта укçа хутаççи çакнă, çавна тӳре теççĕ. Çав тӳре хутаççине пĕр чӳк хыçĕнчен килĕшпе выльăх-чĕрлĕхшĕн: сывлăх пар, тесе, укçа хумасан, тытат, теççĕ. Кĕсен-çăпан, юханлă чир çулăхат, теççĕ. Çавăнпала ăна кĕркунне, кĕрхи сăра иртсессĕн, пĕр çур яла яхăн пулĕ, укçа пырса хураççĕ. Ĕлĕк вăл хутаçра укçа пулсассăн, вĕсем ăна пĕтĕм ăратнипе пĕр çĕре пуçтарăнса çав укçапа пыл илсе йӳçĕтсе, çавна аçăнса темĕн чухлĕ юсман, вĕт йăвача пĕçерсе, каçхĕне çавна асăнса, чӳк туса çĕрле çĕр хута ĕçнĕ, теççĕ. Халĕ ĕнтĕ эпĕ астăвасса вăл хутаççа укçа нихăçан та тулман. Кам унтан хăраманни, çын курман чухне кĕрсе, эрех ĕçме илсе тухаççĕ, е ачасем выляма илсе каяççĕ. Пирĕн асатте, çунсан та, çав тӳрене пăрахман. Унăн укçисене йĕре-йĕре пухса каллех пĕр кĕлете хунă. Çавăн чухне вĕсем шухăшланă: салтакран çав тӳре çавăрса килчĕ, халĕ те çурт тума пулăшĕ, тенĕ. Çавăнпала ăна ун чухне вĕсем пĕтĕм ăратнипеле пуçтарса пĕр аван, икĕ хутлă (алçилĕ) кĕлет туса, çав кĕлете сурпанпа укçа хутаççине çакса хунă. Çав хутаççа укçине хунă. Пурăнсан-пурăнсан, импичче салтакран килсен, пирĕн аттесем вăл кĕлетрен сурпанпа укçа хутаççине урăх начар çăнăх лаççине çакса хунă. Халь те çав лаçра çакăнса тăрат.

тӳркĕлли

назв. духа. См. тӳркӳлли. Орау. Тӳркĕлли, эсĕ те пулин вырăнта лара пулин пар. (Отрывок из неизвестной молитвы). Ib. Пĕр-пĕр хĕр хăй пĕчĕк чухне пуканесем тăвать; çав пуканесене качча кайнă çĕре илсе каять. Унтан вара вăл пуканесене юратнă хĕрĕсене парса янă, çавсемпе пĕрле йĕрĕх кайнă. Çав пуканесем çĕмĕрĕлмесĕр çичĕ сыпăка çитсессĕн, тӳркĕлли пулнă вара (от тӳрĕ — пĕлет йăнăшне, тӳррине, айăплине). Ib. Пĕр пуканене пĕр пăсмасăр çичĕ сыпăка çитиччен хĕртен хĕре парса ярсан, тӳркĕлли пулать (йĕрĕх). N. Тӳркĕлли, неумолимый злой дух (упрямый), которому в старину чуваши приносили в жертву гусей, уток и жеребят. Куклы, изображавшие зтого духа, помещались в кузовках, повешенных в лачугах чувашских жрецов-йомзей. Девица, выходя из такого дома замуж, непременно должна была, из опасения прогневить злого духа, взять для умножения его семьи одну из кукол. Впрочем, женихи избегали таких невест, даже богатых. Собр. Тӳркĕлли — ватă тутар, тет; вăл вара пĕр-пĕр çын кĕлетне кĕрет, тет те, ниепле те тухмасть, тет. Пирвай тӳркĕлли хуçасене пĕлмешкĕн тĕлĕкре ватă тутаррăн курăнса, хăй пурăнакан кĕлетне кĕрсе кайнă пек курăнать, тет. Унтан вара пирвай ашшĕне е çăпан (кăларать), е шыçтарать, тет; унтан ывăлĕсенĕн пуçĕсене кĕсен кăларать, тет. Вара ăна хуçи кăвакал илсе пăтăпа чӳклет, тет те, тин тӳрленет, тет. Çапла вара, пĕрре чӳк туса çырлахтарсан, хуçине пĕрре те тытмасть, тет. Тăрсан тăрсан, вара кӳршисене тыта пуçлать, тет. Хуçи вара: çав тытать, тесе, каласа ярать, тет те, кĕлете чĕрес çакса ярать. тет. Кӳршисем вара унта укçа кайса яраççĕ, тет. Укçи нумай пухăнсан, хуçи çав укçана пуçтарса каллах пасартан кулаç илсе чӳкĕ тăвать, тет. Хуçи тӳркĕллине çилентерсен, урине шыçтарса, вара виличченех тӳрлентермест, тет. М. Васильев. Тӳркĕлли был вроде (подобен) киремет хаярĕ (4 разр.). N. Тӳркĕллине тӳрлетме тьыха тытса пусмалла, терĕ. Тогаево. Тăта пирĕн ялта тӳркĕлли полнă, тет. Ăна вара е кăвакал, е хор, е тин çорăлнă путек пусса панă, тет. Çав тӳркĕлли çорçĕр çитсен вара тенкĕсем çакса ярса, шăнкăрт! шăнкăрт! шăнкăртаттарса орам тăрăшпе анчах çӳренĕ, тет. Халь çав тӳркĕлли çок, мĕншĕн тесен ăна халь никам та пăхмаç. Вăл тӳркĕлли, как хăйне пăхма пăрахсанах, кайран вара орам тăрăшпе макăрса çӳренĕ, тет, вара кайран просутăва (?) качча кайнă, теççĕ. ЧП. Тӳркĕллие тӳрлет (умилостивь). Янш.-Норв. Вĕсем хăш-хăш килкартинчи кĕлетсенче тӳркĕлли пур, тесе ĕненеççĕ. Çав тӳркĕлли çынна çăпан кăларать те, куçа пăсать, теççĕ; унтан ытла вăл çынна ниепле сиен те тăвамасть, теççĕ. Çăпанпа куçа тӳрлетес тесен, вĕсем юмăç патне каяççĕ те, юмăç каласа янă тăрăх тӳркĕлли кĕлечĕ умне е укçа кайса пăрахаççĕ, е нимĕрпе кайса чӳклеççĕ. Çапла тусан вара, тӳрленет, теççĕ. Кĕлетре тӳркĕлли пуррине вĕсем тĕлĕкре курса пĕлеççĕ. Ib. Пирĕн тӳркĕллине кĕлетре пурăнат, теççĕ. Йӳç. такăнт. 24. Есрел! Кив тӳркĕлли! Вилнĕ!

тӳртлĕх

чересседельник. См. урхалăх. СПВВ. ПВ. Туртлĕх — урхалăх, пăяв, туртасенчен ĕнерчĕк урлă ярса çыхаççĕ. Сред. Юм. Тӳртлĕх тесе йĕнерчĕк çинчен витерсе илсе ярса икĕ тортана çĕклесе çыхакан чĕне калаççĕ. Тюрл. Тӳртлĕх = йĕнерчĕк кантăри, поперечник. Тӳрт шăнни, позвоночный столб. Пшкрт, В. Олг.

тӳрткес

сердитый, угрюмый, См. тӳрккес. КС. Персирл. Тӳрткес, неразговорчивый, неслушающийся. Орау. Тӳрткес, упрямый; молчит, когда рассердится; не говорит, ходит раздраженно. Ib. Тӳрткес, чипер çӳре, алăка çĕмĕрен; сăмах калама çук тӳрткесленсе çӳрет вара. Ib. Тӳрткес тесе çынтан, ун çинчен çиса калаçрĕç тесе, суя сăмах илтсе, ай ахаль, хăй çине туртса илсе, çиленсе, тĕртлетсе, ятлаçса çӳрекен çынна калаççĕ.

тӳш

(тӳш), грудь, грудинка. Маленьк. кн. Выльăхăн ик малти пĕççи хушши = тӳш, грудина. Хурамал. Сурăх тӳшĕ (грудь) çулă пулать. Бижи. Курайманăн куç шăтнă, тӳсейменĕн тӳш шăтнă, тет. (Послов.). СПВВ. Курайманнин куç шăттăр, тӳсейменнин тӳш шăттăр. Тӳш? (Вопрос его). || Кан. Кашни мĕн чухлĕ ĕçленнине çырса пынă та, çул пĕтнĕ çĕре хăй тӳшне илсе тăнă. || Фамильное прозвище в дер. Анат-к. Алик. р.

тӳшлĕ

жирный? Т. VI. 17. Вара илсе кайса: тӳшлĕ пултăр, кайрине тӳлетĕр, тесе çĕçĕ хываççĕ (колют барана). СПВВ. Тӳшлĕ пултăр, кайрине тӳлетĕр, теççĕ такана шыв сапса.

тăваткал пукра

назв. растения. Рак., Кайсар. № 114. Тăваткал пукра. Выçлăх çул управă акма вăрлăх илсе панă. Çав вăрлăхпа килнĕ çак пухра, унччен кунта çукчĕ вăл.

тăкăлтат

итти прихрамывая. См. такăлтат. N. Тантăшĕ ачашшăн вĕлтĕртетсе ларакан шурут тăррине татса илсе юн тăкăнса тăракан пит-çăмартине кăтăкласа пăхрĕ, хăй çаплах тăкăлтатать.

тăла пуç

концы куска домашнего сукна, которые отделяются в начале валки. Сред. Юм. Сăкман тăлине поснă чох, пăртак поссан, тăла пуçне касаççĕ, çав каснине тăла пуç теççĕ. Ib. Тăла пуçпе тох. (Тăлана пĕртак поссан, сӳтсе икĕ пуçне те пăртак касаççĕ те, качча кайман хĕрсĕм ăна орама илсе тохаççĕ: хапхаран тохсанах, ватă çынна корсан, старикки ватă полать, çамрăк çынна корсан, çамрăк полать, теççĕ).

тăлă

(ты̆лы̆, тŏлŏ), путы для стреноживания лошади. ЧС. Лашинĕн тăллине часах илсе утланчĕ. N. Тăлла сӳсрен, пушăтран явса тăваççĕ, тата тимĕртен тăваççĕ. ЧП. Хура пурçын тăлă уринче. Юрк. Тытăннă пулсан, тимĕр тăлăпа таçта чанкăрăтаттарса çӳренĕ пулĕччĕ. Кан. Пĕрин аллинчен теприне пысăк тĕвĕллĕ тăлă чуптарса, çурăмсенчен ай, ну! ислететпĕр. Ст. Чек. Мăнтăрланса кайнă, тăлă çитмес мăйне (или: мăйне тăлă çитмĕ, о человеке). Изамб. Т. Тăлăпа лашана тăллаççĕ (путают ноги). Яргуньк. Лашасене тăлăпа тăлласа ятăмăр. N. Вĕçсе кайса пăхăттăм, икĕ урамра тимĕр тăлă. Чертаг. Тимĕр тăлă, железные путы. N. Эпĕ лашасен тăллине вĕçерсе, йĕвен тăхăнтартса, утланса лартăм та, киле кайрăм. || Мочеи, Якейк. Тăлă — арман урапине кăкармалли. См. арман.

тăм ил

отмораживать. Изамб. Т. Эпĕ паян хăлхана тăм илтереттĕм (чуть не отморозил). N. Эпĕ, мĕскĕн, вилесрен юр айĕнчен пӳрнесене тăм тивтерсе тепĕр хут пӳрте аран кĕрсе ӳкеттĕм. Янтик. Иван хăлхине тăм илнĕ те, халь татăлса ӳкнĕ (отморозил). N. Шалт ал-урана тăм илсе ячĕ. N. Тулалла тухма çук, пите тăм часах илет-ярать. Кан. Тăм илсе ярасса кĕтсех тăр. Того и гляди обморозишься. Ib. Çуни çинчен тухса ӳксе юлнă çул çинех, алли-урисене пĕтĕмпех шап-шурă тăм илсе янă (отморозил совсем). N. Нумай ал-урасене тăм илтерсе килеççĕ. N. Вăр-çăран тăм илнĕ салтаксене нумай исе каяççĕ.

тăмалан

чесаться. Тухмастăр. Тăмаланать = хыçаланать. || Перепутаться (о волосах), окосматиться. СПВВ. Çӳç тăмаланса кайрĕ. Образцы. Эрне çуман пичĕсем, тура кĕмен çӳçĕсем тăмаланнă, çыхланнă. Кĕмĕл çĕрĕ, ахах куç, пирĕн кĕрӳ хĕсĕк куç. Хурамал. Ачасем çывăрса тăрсассăн, калаççĕ: пуçĕ-куçĕ тăмаланса каяччен çывăрнă, теççĕ (= çӳçĕ-пуçĕ тăрса кайнă). Трхбл. Тăмалантăр пуçне (пуçна). Цив. Тăмалантăр, тăмаланашши. Тюрл. Тăмаланашшĕ астуман та сана, маннă. Хурамал. Тăмалантăрах пуçĕ! Хĕр вăрласа кайнă вĕт. Байгул. Ак тăмалантăр! Çу илсе кĕреччен те тăман-çке, типĕле çисе пырне лартса вилчĕ пулĕ-çке ку! Ib. Вилнĕ Ивана курать те, кĕретех хăраса ӳкет: ах, тăмалантăр. || Портиться (о погоде). Альш. Çанталăк тăмаланат — асар-писер пек пула пуçларĕ, тени пулат. || Перемереть, передыхать. Изамб. Т. Ӳсен ăрăвĕ тăмаланнă (перемерло). Ib. Эй тăмаланман япала! (Не очень сильная брань).

тăн шăхлич

бранное выражение. Орау. Атте, пасартан мĕн исе килен? — Сана валли тăн шахлич илсе килĕп (в насмешку, и с тем, чтобы сын не спрашивал). Ib. Эй, тăн шăхлич, кил-ха кунта! Ib. Эй, тăн шăхлич, кĕлет умĕнчен кĕреçе илсе кил-ха.

тăн ил

отмораживать. Ала 95. Çапла пынă çĕртех ачанăн ури-пурнисене тăн илсе янă (отмерзли). N. Орисене тăн исе янă салтаксем нумай. N. Пре вотă патне (за дровами) карăмăр та, питсене тăн исе. Якейк. Ман хăлхая ялан тан исе ярать (обмораживаю).

тăнлă

имеющий память, памятливый; умный, толковый, понятливый, сообразительный. Ст. Чек. В. С. Разум. КЧП. Ухмаххине пăрахса хăвар, тăнлине илсе кил. ТХКА 57. Тăнлă, ăслă пулас тесе пурăнтăм, пурнан пурнăçра тăн кĕмерĕ мана. КС. Унăн ачисем пит тăнлă (понятливы, умны). СПВВ. ЕХ. Тăнлă — япалана час ăнласа илекен. СПВВ. ТМ. Тăнлă — ăслă çын, понятливый. Сред. Юм. Тăнлă, понятливый. Пазух. Чул пусмана хăпарма, вăйлă, тăнлă çын кирлĕ (нужен сильный и умный человек).

тăпăл-тăпăл

аккуратный, опрятный; аккуратно, опрятно. Шел. II. 69. Кĕлтисене вĕтĕ, хитре, тăпăл-тăпăл çыхаççĕ. Изамб. Т. Ул тăпăл-тăпăл пӳрт лартрĕ (аккуратную, сообразно с числом семейных). Ib. Ул тăпăл-тăпăл тумланса çӳрет. Слеп. Тăпăл-тапăлтарах (пĕчĕккĕ) = тыткалама лайăх. Альш. Хай Мишка, е Теренттей, илсе парат ку хăй пĕлекен çынсене йӳнерех хака сăмавар тăпăл-тăпăлтараххине. Ib. Кĕлтесене тăпăл-тăпăл çыхать. Ib. Çӳçне-пуçна тăпăл-тăпăл тыткала (аккуратно, красиво). Тайба. Т. † Тăпăл-тăпăл тулă кĕлти пек, пирĕн аппа мар-ши çав?

тăпăр

(ты̆бы̆р), подр. частому топанью, стуку. Сорм-Вар. Тăпăр-тăпăр хура сăран атăпа. (Чакак). N. † Тăпăр-тăпăр ташлама тимĕр хăма кирлĕ ăна. Бгтр. Тăпăр-тăпăр тăвакан, тăвакан, çавă пулать Микулай, Микулай. ППТ. Хăшĕ тата: сĕренте тăпăр-тăпăр сиксе ташлама атă илсе пар, теççĕ (просят купить). Чуратч. Ц. Хайхи, çаксен урапи çинче арча тăрăнче тăпăр-тăпăр тутарса тăрать, тет, усал. || Юрк. † Тăпăр-тăпăр пушмакĕ пусас çĕре пусмасăр хунямăшне юраман.

тăпра

(ты̆пра), земля, почва, грунт. Юрк. Пĕр килте ăна пĕр çăкăр парса яраççĕ. Çав çăкăра вăл: эпĕ сан хыçăнтан нумай çӳрерĕм, атя, эсĕ те ман хыçран çӳресе пăх-халĕ, тесе, пиçиххийĕн пĕр вĕçне çыхса, çĕре пăрахса, пĕчĕкçĕ урапана туртса пынă пек, хăй хыçĕнчен тăпра çинчен сĕтĕрсе пыра пуçлат. Сред. Юм. Пит хора çынна: тăпра пик, теççĕ. N. Кĕрӳшпе хунĕшĕ пĕр тăпра. ГТТ. Хунĕ тăприпе кĕрӳшĕ тăпри пĕр, тесе калаççĕ. N. Сухви ӳсет-и ĕнтĕ, тăпра çиекен пулчĕ-и ĕнтĕ? Чхĕйп. Вара вилнĕ çын ӳтне как-нибудь хăракаласа тăпра айне тунă (зарыли в землю). ХЛБ. Хĕрлĕ тăпра çине тирĕслĕке иртерех хурсан та пырат. ЧП. Хура халăх мĕшĕн сикет? Хура тăпра сиктерет. || Сор, грязь. О сохр. здор. Урай тăприне пӳртре тытма кирлĕ мар, унăн вырăнĕ çинĕкре. N. Тăпра пусрĕ. || Намогильная насыпь. СТИК. Иван тăпри çине ем-ешĕл тупăлха шăтса тухнă, тет. Альш. Йывăр тăпри çăмăл пултăр. N. Ну, ман атте тăпри çине таптамала пуласчĕ вилсен. ТХКА. 74. Анне мана хăй çинчи тăприне пырса купалама хушнăччĕ. Курм. Ати вилнине пĕлтĕм, она турă çӳлти патшалăха илтĕр, лайăх вырăн патăр, йăвăр тăпри çăмăл полтăр. N. Эсĕ пирĕн тăпрасене таптама, пире пытарма килейĕн-ши, таврăнăн-ши, тесе кĕтсе тăратпăр. N. Сана ман тăпра çине таптама турă çавăртăр (пишет мать). N. Пире иксĕмĕре аннен тăприне таптама пӳрмен пулĕ (мать умерла, пишет с чужбины брату, находящемуся тоже не на родине). N. Тăпри çăмăл пултăр. Сиктер. † Йывăр тăпру айĕнчен хура çĕлен пулса тух, аттеçĕм! N. Масар çинче унта-кунта тинрех пытарнă вилнĕ çынсенĕн тăприсем те пурччĕ. В. Олг. Тăпра ăшне анса кай (сильная брань). Пшкрт. Тăпра ăшня кайман (брань). Ала 90. Çавă ачасене ашшĕ те хăйĕн малтанхи арăмне тăпрашне кайса праххăрĕ те, урăх арăм илсе, унăн хыççăн кайрĕ. С. Алг. Юпи çумне çурта çутса çыпăçтараççĕ, йĕри-тавра виççĕ çаврăнаççĕ: пехиллесе юл, йывăр тăпру çăмăл пултăр, тесе тăпрана çӳлелле сăтăраççĕ. Вил-йăли. Вилнĕ çынна шăтăка ярсан, пурте пĕрер ывçă тăпра яраççĕ, теççĕ. N. Вилнĕ çынна илсе пынă чух хирĕç пулакан çынсем: йывăр тăпри çăмăл путăр, тесе иртеççĕ. || Руда. Ск. и пред. чув. 66. Унта, ылттăн тăпри чавнă çĕрте (на золотых приисках), çĕр айне пулса вилнĕ. N. Вĕсем ылттăн тăпри кăларма кайнă.

тăр-пĕччен

совершенно один. Якейк. Шорк. Пасартан пирĕн ялсем пурте кайса пĕтнĕ, эпĕ тăр-пĕчченех тăрса юлнă. Кильд. Ача вара тăр-пĕчченех тăрса юлнă. Собр. Ача çуратсан, ăна тĕне кӳртсе, уйри тăр-пĕччен ларакан йăвăç патне илсе каяççĕ, унта хăйсем урăх ят хураççĕ, урăх ят хумасан, ача пурăнмаст, теççĕ. Ир. Сывл. З7. Тăрса юлан тăр-пĕччен.

тăр

(ты̆р, тŏр), вставать; стоять. N. Икĕ ура çине тăрса ӳкерттер. Çутт. 70. Икĕ ура тăрне тăрса йĕри-тавра пăхкалать. N. Хăвăр аппусампа портăпа тăрса вăрçнă. N. Чĕнмесĕр тăрать-тăрать те, мĕн те пулсан каласа хурать (вдруг скажет о том, что уже было). Могонин. Çавăн пек йĕрĕх те çынна тытать; йĕрĕх тĕлне тăрсан, е таптасан, е сурсан, вăл вара çав çынна кĕсен-çăпан чирĕпе асаплантарать. Чуратч. Ц. Вăл хапха патне тăчĕ те, каçчен те ниçта та каймарĕ, çантах тăчĕ. Якейк. Ĕçлен, мана кориччен, чăмăртанса выртнăччĕ; мана корсан, тăрса шăтăкне тарса кĕч. || Вставать с постели. N. Пуринчен иртерех тăратăп. Мы встаем с постели раньше всех. N. Вăл халь те çывăрса тăман. Орау. Эсир тăнă-и? Эсир тăтăр-и? Вы встали? Ib. Эсĕ тăнă иккен. Ты, оказывается, встал. Ib. Эс тăним? Разве ты встал уже? Оринино. Çывăрса тăрчĕ, кайса тăрчĕ. Орау. Хăна тăн(ă)-и? Встал ли гость? Регули З57. Эп килнĕ чох вăлсам порте тăнăччĕ. || Стоять (напр., о войске). N. Кайра тăратпăр. Мы стоим в тылу. || Задерживаться; воздерживаться. Шибач. † Лайăх арăм илес терĕм, хак хаклă. Хак хаклăшăн тăрмастăм(ччĕ), яшкĕрĕмрен хăрарăм. Б. Олг. Виç тенкĕшĕн ан тăр. Не спорь из-за трех рублей, не стой, не задерживай. Кореньков. Трапхим пуçĕ ĕçленĕ саплăкшăнах пит тăман (произн. тăмон), толькă онăн сăкмонĕ пиншак майлă чут полман. Яргейк. † Чемей çулĕ лакăмлă, çул усалтан тăрмастпăр, хĕр лайăхшăн тăрмастпăр; Чемей хĕрĕ пур çинче эпир арăмсăр пурăнас çук. N. Килте хĕрсем: питĕ мар-и(?) мĕн çамрăк, тесе, тармасчĕ полмала. || Стоять за кого (за что), заступаться, защищать. КС. Сутра маншăн пит хытă тăчĕ (заступался, защищал). || Происходить. N. Халĕ конта вăрçă выйлах тăрмаç. N. Вăрçă халĕ вуйлах тăрмаст. || Находиться где-либо; находиться в известном состоянии. N. Пĕр эрнерен ачанăн акăшĕ хăмăшлăха кайса пăхат та, шăмăсем çапла тăнинех курат. N. Унта кăкшăмпа (в кувшине) шыв ларнă (или: тăнă). N. Эпĕр вăрçăра ик уйăх тăтăмăр. Альш. Çуркунне шыв тăрат, çула та типмес (в болоте). Бес. чув. 14. Халĕ вăл вырăнта пĕр лачака анчах тăрать. N. Вăрçи-вăрçми тăратпăр. N. Вăл унта яланах пĕр пек, пĕр чарăнмасăр тăрать (холера). Календ. 1906. Унта ир пулнă чухне пирĕн çĕрле тăрать. О сохр. здор. Вара шыв тăми пулса курăксем çĕрмен те, тин сивĕ чир пĕтнĕ. Бугульм. † Хранцусски тутăр виç панулми, эрне тăчĕ арчара. Н. Карм. † Сĕтел çинче тăракан, ай, хăпарту, пăрирен мар-ĕçке, тулăран. Регули 20. Ĕçлемесĕр виç кон тăрать çак кĕпе. || Висеть (о кнуте). || Храниться. N. Клетре тырсем мĕле тăраççĕ? О сохр. здор. Кĕççе (войлок) таса тăтăр тесе, ăна пиртен çĕленĕ пит тăхăнтарас пулать. || Сидеть (об одежде, белье). Якейк. Ман кĕпе лайăх тăрать-и, пăх-ха. || Служить, находиться, состоять в должности. Альш. Вĕсем пĕр çул кăна тăнă. Бес. чув. 4. Малтан вăрман улпучĕ патĕнче виçĕ çул тăрса ирттернĕ. N. Хăшĕ халĕ вĕрентекен пулса тăраççĕ, хăшĕ тата урăх ĕçре тăраççĕ. N. Чиркӳ старастинче тăрасси темĕнех мар. || Быть в ожидании чего-либо. Тюрл. Пирĕн атте аппăшин хĕрне çураçнăччĕ те, туй тăвасшăн тăратьчĕç. || Держаться (в памяти). N. † Ах аттеçĕм, аннеçĕм, нуммай чĕркĕр çинче вылятрăр, халь те тăрат чĕре варринче. || Находиться в чем. ЧП. Мĕн пур кил ун пуçĕнче тăрат. N. Çав кӳкĕрт шăршипе пӳрт ăш-чиккинчи пĕрене çурăксенче тăракан чирсем пĕтеççĕ. || Стоить. N. Унта кайма тенкĕ тăрать. N. Вĕсен пĕр тумтирĕ те хăшшĕн пирĕн çурт хакне тăракан пур. N. Сирĕнпе пĕр сехет курса калаçни пĕр ĕмĕре тăратьчĕ. N. Эсĕ çăкăрăн пĕр пĕрчине тăмастăн, вĕт, теççĕ. N. Укçа пĕр тенки пĕр пуса тăман вăхăт килĕ. N. Пĕр-икĕ сăмах çырсан та, çĕр сăмаха тăрать. N. Ку япала нимĕне те тăмас (ничего не стоит). N. Мĕн чухлĕ тăрат? Перев. Мансăр пуçне эсир ниме те тăмастăр. Регули 104. Çав кĕпе ĕçлесси те пĕр сом тăрать. Ib. 133. Çав кĕпе ĕçлеме пĕр сом тăрать. Хурамал. Кунта этем ячĕ мĕн пурĕ иккĕ, а эсир виççĕн, виçĕ этем те манăн пĕр чурама тăмаç, тет. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 11. Анчах шыраса вăхăт ирттерме тăрать-и? — Тăмасть. N. Эсир пурсăр та нимĕне тăмастăр. Чинер. Манăн 25 тенкĕ укçа 25 пуса та тамарĕ пулас (не оценили посылки). N. Мана кĕнеке вуласси те мĕн тăрать (= паха). Юрк. Старасти те ăна хирĕç, аллипе умĕнчи çуртисем çине тăсса кăтартса: кăсем акă икшер пус тăраççĕ, кăсем виçшер пус, кăсем пилĕкшер пус, аккусем тата, шултăрараххисем, вуншар пус тăраççĕ, тесе каласа парат. N. Хамăр ăслă, ыттисенчен кая пулмасан, çын мăшкăланни мĕне тăрать вăл? N. Нумаях та пулмаст, вăл 50 миллион кивсен илчĕ. Анчах вăл укçа нимĕн те тăмаст: 2З кĕпĕрне çыннине выçă вилесрен хăтарас тесен, темиçе миллион тенкĕ кирлĕ. ТХКА 48. Пирĕн лаши виççĕ, хăлхи улттă, хӳри виççĕ, виç лаша чунĕ пулин те, пĕр лайăх лашана тăмаççĕ вĕсем, тесе пуплетчĕ пирĕн атте. || Стоять в цене. Кан. Тыр-пул, апат-çимĕç хаксем çапла тăчĕç. || Стоять твердо, настаивать. N. Вăл туртма пăрахас тесен те, час пăрахаймасть. Хăй сăмахĕ çине тăракан çын анчах пăрахма пултарать. N. Эппин сăмахăр çине тăма тăрăшăр (держите слово). || Стоять (о погоде. Здесь „тăр“ иногда не переводится). N. Кун сивĕ тăрат. День холодный. N. Кунсем пĕр май сивĕ тăраççĕ. N. Çанталăк мĕнле тăрат? Какова погода? Якейк. Ай, халь авăн илме çанталăк уяр тăрать (ясная погода). Букв. 1908. Çанталăк ăшă тăнă. Толст. Çĕр çинче çанталăк пур тĕлте те пĕр пек тăмасть (не везде одинаковая погода). || Продолжаться. Панклеи. Тĕтре тăрчĕ (продолжался) тăватă кун. Кан. Çĕр чĕтрени 30 çекунлă тăнине пĕлетпĕр. Ib. Выставккă сентябĕрĕн 29-мĕшĕнче уçăлса октябĕрĕн 1-мĕшĕччен тăрать. Толст. Вăл вырăнта çу виçĕ уйăх анчах пулать, ытти вăхăтра пĕр маях хĕл тăрать. || Держаться на чем. Орау. Пӳрт çийĕ юпасам çинче тăрать те, пит начар, кĕç-вĕç ӳкес пек туйăнать. Крыша держится на столбах плохо. || Удержаться. Бгтр. Пылчăкĕ тăмарĕ, тет те, шыв киле çитиччен пĕтĕмпех юхса тухрĕ, тет. Грязь не удержалась (в решете), и вся вода вытекла. ЙФН. † Ырă çурт çинче юр выртмасть, пирĕн пуç çинче çӳç тăмасть. (Салтак юрри). N. Хăвăнта тăман сăмах çынта тăмасть. (Послов.). Якейк. Эпĕр туйя кайнă чох хĕр аллинче çĕрĕ тăмаçть (т. е. на время отдают парням ехать на свадьбу). || Приниматься, начинать. Скотолеч. 17. Анчах пĕрре сĕрме тăрсанах, пĕтĕм лашана сĕрме юрамасть (нельзя в один прием, сразу протирать всю лошадь). N. Килте хут пĕлекен те çук; писме çыртарма тăрсан та, виçĕ-тăватă киле çитес пулать. N. Письмо çырма тăрсан та, темиçе начальник чĕнеççĕ (зовут, т. е. не дают покоя): Гурянăв та Гурянăв, тесе. N. Çам пек çырма лараччин, çырмали питĕ нăмай пекчĕ, çырма тăрсан.. пурне те манса пĕтрăм. Ачач 25. Кунĕ уяр, ăшă. Хĕвел пăхать Тумла юхма тăрасшăн. Ib. 53. Алăкран кĕнĕ чух такăнма тăчĕ. N. Çисен, пуçах пуçтарма тăнă вăл. || Собираться. Толст. Çуртана сӳнтерес тесе тăраттăм ĕнтĕ, сасартăках темĕскер çыртнине сисех кайрăм. Б. Олг. Эп онтан кайма тăртăм, вăл каларĕ: çарăн-çарăн, паратăп, паратăп, ик кĕренке вонçиччех, тет. Турх. Вĕлерме тăнă вăхăтра... Чăв. й. пур. 9. Хăй çынна япала парса пулăшса тăрсан та, çапах çынсене нимĕнпе те кӳрентермен. || Пытаться (сделать что-либо), намереваться.N. Пурăнма йывăр пирки çак хĕрача темиçе хутчен те çакăнма, çăла сиксе вилме тăнă. Пир. Ял. Çакăнса вилме тăнă. Ст. Шаймурз. Катма тăтăм, шăл витмерĕ (орехи). В. Олг. Салтакне касса пăрахма тăрчĕç: чăсатăн, тесе. Кан. Хăйĕн малтанхи арăмĕ патне револьвĕрпе пырса кĕрсе, арăмĕнчен япаласем илсе тухма тăнă. || Задерживаться. N. Анчах нуммаях ан тăр, часрах тупса кил вăлсене! — Юрĕ, нуммай тăратмăп, тупса килĕп эпĕ. ЧП. Нуммай тăмăпăр, час кайăпăр. Юрк. Нуммай та тăмаст, калле çаврăнса тухат та: кĕтсе тăрăр, час тухĕ, тет. N. Нумай тăмастăп калах яратăп (письмо). О земл. Сӳрене пăртак тăрарах тепĕр хут тусан, эпир усă куратпăр. || Ждать, подождать, потерпеть. N. Тархасшăн пăртак тăр, чăт. N. Вăл ĕлĕкхи пекех, нимĕн те тăваймĕ тесе, тăрса пулмаст. ЧП. Çичĕ кун та ан тăр, килсе тăр. Альш. † Эрнен хушши ултă кун. Эрне ан тăр, тăванăм, пырах тăр. || Относиться к кому. N. Бюрократия тесе чиновниксене пурне те, вĕсем халăха мĕнле тăнине калаççĕ. || Считаться за кем. Капк. Хут çинче унăн хваттерĕ Сĕнтĕр-вăрринче учитĕлницăра пурнакан акăшĕ çийĕнче тăрать. || Иметь желание. О сохр. здор. Унăн ĕçлесси килмест, яланах выртасшăнах тăрать (при лихорадке). N. Нихăçан та ӳпкелешмеççĕ, çынна хирĕç усал сăмах калаçмаççĕ, никама та усал тăвасшăн тăмаççĕ. || Быть готовым. N. Парас пек тăр. Н. Седяк. Тилĕ çăхана тытрĕ, тет те, çиме тăрат, тет. || Побывать. ЧС. Эпĕ пиччесем патĕнче пăртак тăтăм-тăтăм та, ăйхă киле пуçларĕ. || Бывать, находиться. N. Çавăнпа ăсен укçисем темĕн чухлĕ çĕлесен те, алра тăмас, тет. О сохр. здор. Çĕр нӳрлĕ тăмасть (не бывает сырою, на горе). Ст. Ганьк. Çĕлен сăхсан, выльăх та, этем те шыçăнса каят, ун шыççи хытă тăрат. Ходар. Хурал пӳртĕнче хай кăнтăрла çын питех тăмаçть. || Оставаться целым, находиться в целости и сохранности. Пухтел. Çăнăх та тăмас. ЧС. Лаша умĕнчи çиме çаплах тăрат: пĕртте иксĕлмен. N. Хăйсем сывă-и, çӳреççĕ-и, выльăх-чĕрлĕхсем тĕрĕс-тĕкĕл тăраççĕ-и? || Принадлежать. Кан. Эсеккасси ялăн çĕрĕ çинче тăватă ял çинче тăракан халăх вăрманĕ пур. || Взлетать. || Следовать. N. Манăн сăмах çине тăр. || Восстать. N. Хирĕç тăр. || Жить, обитать, здравствовать. N. Вăл ман патра тăрать. Календ. 1904 Праçшкре те кӳрше кайса килетĕп те, вара кунĕпе килте тăратăп, тет. N. Нумаях та тăмăн, çуркунне пулĕ, унтан çу та çитĕ. Алешк.-Сапл. Сыва тăратна? тесе салам яр. Альш. Унтан тата: ят улăштармасан ача тăмас, тенĕ. Çавăнпа улăштарнă (прежние чуваши). Хăшĕ-хăшĕ ачи начар ӳссессĕн: ятне улăштарас, теççĕ. N. Епле шухăшпа тăратăр, мĕн шухăшлатăр, мĕн калаçаççĕ сирĕн ялта? тетĕп. Альш. Çăммисем: ĕлĕк пит аван тăраттăмăр, тет. Бес. чув. З. Сывă тăратăн-и, ачусем мĕнле пурăнаççĕ, выльăхусем мĕнле тăраççĕ, тесе ыйта пуçларĕ. Сборн. по мед. Ачасене туртса илтĕн пиртен, киле пымаççĕ, кунтах тăрасшăн. С. Айб. † Нумай пĕтет, сахал çитет, пĕрле тăнине мĕн çитет. N. Акă нумаях та тăмăпăр — салтак пулăпăр. Кан. Пĕр çынпа. Çавнашкал ĕçпе тăнăскерпе, лав çине ларса тухса вĕçтерет. N. Санран çыру илмесĕр пилĕк уйăх тăтăмăр. || Не переводится при „пек“ N. Тăвансем тăраççĕ йĕрес пек. N. Çăмăр çăвасшăн. Ун чухне çăмăр çăвас пекех тăратьчĕ (собирается дождь). || Употребляется в качестве вспомогат. глагола. N. Кайса тăратпăр, укçа çук. Мы ходили туда, но там (всё) нет денег. N. Эсĕ пирĕн пата кайкаласа тăр. N. Каймасăр-килмесĕр ан тăрăр. Захаживайте почаще. N. Пичче, ан çилен, эпир ярсах тăнă, çитмеç апла сан пата. N. Хĕветĕре эрнере пĕре курах тăрап. В. Олг. Халь çисе тăримест вăл, каймалла. ЧС. Кăнтăрлачченех киле кайса тăраймăпăр-ха, çак керемет çеремне кăшт та пулш сухалар. N. Вăл çапла каласа тăнă чухнех... СЧЧ. Ну, кусем чăнах та пăрахса тăраççĕ ĕнтĕ (совсем вот кажется готовы бросить языческие молитвы). Пĕри-пĕри чирлесенех, хай-ĕскерсем нуккă чӳк тума тапратаççĕ, чăтса кăна тăр. Трень-к. Вĕсем уя тухса тăратьчĕç те, пире кĕтетчĕç. N. Шăтăк алтса тăчĕ те, алтса çитерсен, хатĕрленĕ шăтăкне хăех кĕрсе ӳкрĕ. N. Аттеçĕм, аннеçĕм, хуран тулли аш çакса: пиçе тăтăр, терĕр пуль; хĕрĕре аякка парса: йĕре тăтăр, терĕр пулĕ. Юрк. Эпĕ килте ĕçлемесен те, кашни уйăхра эпĕ сире укçа ярса тăтăм. Истор. Ăна хирĕç янă çар чарса тăрайман, пĕр май чакса пынă. N. Ман короле çын ирĕкне тивес çук, юсах тăрсан, нихăçан та вилес çук. N. Камăн та пулса сасартăк сиен пулса тăрсан анчах хăй тума пулнă ĕçе тăваймасть. N. Ăна курасшăн çĕмĕрт йывăççи çине улăхса тăнă. N. Унччен те пулман, сут тавраш çитсе те тăнă. N. Çав вилнĕ çын ӳчĕ типсе хытса тăнă, ун пек кĕлеткене мумия теççĕ. N. Çак йĕрке тăрăх акă мĕн пулса тăнă. Юрк. Çав сăмаха илтсен, хай çыннăн вăтантарас вырăнне, ирĕксĕрех ăна мулпа пулăшас пулса тăнă. Ивановка. Шкулта эпир пынă çĕре урăх ачасем те нумай пухăнса тăнă. Сред. Юм. Нăмай шохăшласа тăрса полмас. Долго раздумывать нечего (нельзя). Изамб. Т. Салтака кайсан, килтен укçа ыйтас вырăнне, хăй ярса тăчĕ. Алших. И, Сĕве-тĕр, Сĕве-тĕр, Сĕве тăрăх хӳме-тĕр; аршăн-аршăн пĕвĕм-тĕр, ылттăн ука çӳçĕм-тĕр, кĕмĕл черкке куçăм-тăр, йăлтăраса тăрат-тăр; ай-хай чунçăм, вăйçăм, янăраса тăрат-тăр. Чăв. юм. 1919 ç. 11. Ука çӳç тыткаламалла та мар: хускаланса, ваткаланса çеç тăрать. Шăна чир. сар. 18. Çимелли япалисене пĕр маях витсе тăрать. Чураль-к. † Çинçе урама хыпар яртăм, хĕрсем тухса тăрмалла; хĕрсем тухнă, ачисем тухман, ачисем тухнă, эпир мар. Орау. Пĕр-пĕринпе тавлашса тăмастăр-и? Истор. Час-часах тата монахсем тăвас ĕçе вĕсене хушса тăриччен хăй тăва-тăва пăрахнă. N. Çынсемпе çапăçса алли-урисене амантса пăрахаççĕ. || Употребляется в чувашизмах. Букв. 1904. Савăннипе пĕртте туйман, хĕвел каçалана кайнă-тăнă. Ib. Инкек çине инкекех тата: çав вăхăтрах ун ури салтăннă-тăнă. Ib. Унтан хайхи вăрăм-туна эрешмен картине çакланать-тăрать. Альш. Пĕр-пĕр улпут тавраш виç-тăватă лашапа кӳме кӳлсе, хăнкăртаттарса иртсе каят-и, вăкăр кĕтĕвĕсем хăваласа каяççĕ-и, унта мĕн те пулсан курах-тăран: ахаль иртмес пĕртте вăхăт. Ib. Вăрманта çул такăр, тӳрем. Ниçта çырмана-мĕне анса-туса тăмалла мар пирти пек. Сред. Юм. Калах тăран-ха эс она, пăртак тăрсан каллах манса каять. Все ему сказываешь, а он немного погодя опять все забывает. N. Унăн тавлашасси, чĕлхепе çĕнтересси анчах киле тăрать. Собр. Хăни килех тăрат, кĕççи сарлах тăрат. (Пӳрт улăхтарни). N. Каç выртсатăма питĕ кансĕр: çанталăк сивĕ. Яжутк. Пирĕншĕн аттен ма макăрас, тăрас-кӳлес лаши пур. Скотолеч. 27. Тăнă çемĕн хытăрах кӳпĕнсе пырать.

тăрукăн

сразу, в одно время. N. Вăл укçана тăрукăн илейрес çук вăл. Ст. Яха-к. Унтан вара çав сăра куркине илсе тепрер хут (по второму разу) тăрукăнах чуклесе пăраххăрĕ те алăк енеле, пуçĕнчен çĕлĕкне хывса: киреметсем çырлахчăр, тесе, виçĕ хут ӳксе пуç-çаппăрĕ.

тăрăкшă

(ты̆ры̆кшы̆), длина. Пшкрт. Çын тăрăкши (тăрăкшă), çын çӳли. Ib. Аршăн тăрăкшина илсе кил. Ib. Вăрман тăрăкшă пак; пилĕк аршăн тăрăкши та пор.

ха

(ха), частица, соответствующая русскому: разве, неужели. Абаш. Миколай, эс киле пымăн-им-ха? (Так сказал дед внуку, который не жал хлеба). СТИК. Сана тивей-мен-им-ха? Тебе не попало разве еще? Ib. Эп унтан хăраппи-ха! Вот еше, я разве боюсь его! N. Рăтиван хăта вилни-ха эппин? Ала б. Иван Суволов шухăшлать, тет, ăшĕнче: Эп-и-ха ку? (неужели это я?) — тесе. || Может быть, возможно. Изамб. Т. Хăйĕн асапĕ пĕтрĕ, арăмне шел.— Шел те, мĕн тăвас тен? Качча кайĕ-ха. N. Кунта илсе парĕç-и-ха, пит васкаса ан ил. || Вероятно. Букв. Вăл лашине тăратнă та, кунта мĕн те пулин пур-тăр-ха тесе, пăхма пынă. Чаду-к. Пĕрре тилĕ çын пулчĕ, тет те, калать: Тилĕ тус пур-и, кума пулма пырать-ши? Упи каланă: Пырать пулĕ-ха, тултаччĕ. || Наверное. N. Вăл килсен çитерет те-ха мана, килмен, мур. Если придет, то накормит. || Еще. N. Кăна тунипех сахал-ха. N. Ăçтан тупăн-ха хаçатне, ăна илме киоск та çук-ха. N. Халĕ те килмен-и-ха вĕсем? ЧС. Киле кĕтĕм те, мана анне: Тата мĕншен йĕретĕн-ха? терĕ. Тим. † Ӳссе кăна ӳссе çитĕнетĕр, пур-и-ха кассăрта тусăрсем? ЧС. Ăçта кайрăн-ха? СТИК. Пĕр-пĕр ют çын авăн çапакан çемье çапнă çĕре пырат та: Кăсем авăн çапаççĕ иккен-ха,— тет. N. Эпĕ çак чашкăсене çăвап-ха, эс кăшт кĕтсе тăр, унтан вара кайăпăр. Оп. ис. ч. II. Эпĕ тухаймарăм-ха. Я еще не удосужилась выйти. || Вот. СТИК. Авăн çапма тытăнтăмăр-ха. Ib. Вăрмана кайса килтĕм-ха. В лес сходил вот. (Говорит, положим, человек, только что возвратившийся из десу, постороннему человеку; говорит слегка). || Вот именно. Микушк. Татах тухса ларнă пухăва, çапла ларакан-ха вăл. || Ну что... Яжутк. Мучĕшĕ каларĕ, тет, турăн-и-ха? тесе каларĕ, тет. || Выражает сомнение. Альш. Эй, кукша, санран пулас-ха патша хĕрне илме. Ib. Пĕри калать, тет: Эй, эсĕ илме-ха ăна. || Соответствует русской частице ка. N. Кĕнекине ывăт-ха ман патма. Кинь-ка книгу ко мне. В. С. Разум. КЧП. Ан тат-ха çырлине, кĕт пиçерех патăр. Н. Байгул. Çи-ха, çи. Ст. Чек. Курам-ха, курам-халь. Ib. Ту-ха, ĕçле-ха; сывă пулăр-ха. Орау. Ыран виç сахатра килеп, эсĕр килте пулăр-ха, кирлĕ. Оп. ис. ч. II. Ан перĕр-ха, чарăнăр. Погодите-ка стрелять, перестаньте. Ib. Çимелли кӳрĕр-ха! Дайте-ка мне поесть! Ib. Анне, шыв пар-ха! Мама, дай-ка водицы! || Служит для смягчения приказания. Оп. ис. ч. II. Мейĕр, çийĕр Иван татăкне, вăл кĕтесре йăлăнтарса лартăр-ха! — терĕ. „Нате, ешьте Иванов кусок,— сказал он,— пусть он сидит в углу и капризничает“. Ib. Пит ывăннă пулĕ вăл; ан тив кантăр, вара хăех уçăлĕ-ха. Он, чай, устал; пусть отдохнет, тогда сам и приободрится. Ib. Атя, килех, ирт кунталла, калаçса ларапăр-ха. Иди, проходи сюда; поговорим. || Соответствует русской частице же. С. Айб. Халь те пулсан манăн çав лаша-ха. Бес. чув. З0. Мĕнле-ха вăл апла? Как же это так? || В качестве вопросительной частицы. Чем люди живы. Хăшĕ-ха сирĕн атă ăсти? — Эпĕ те-ха. Бес. чув. Сан ывăлу кампа пасара кайнăччĕ-ха? Ал. цв. 12. Эпĕ вĕсене ури-аллисене çыхса ирĕксĕр яраймăп. Тата епле, мĕнле çулпа çитмелле-ха кунта? Эпĕ çитиччен икĕ çул шăпах иртрĕ, мĕнле çулпа килнине пĕртте пĕлместĕп, тенĕ. О сохр. здор. Мĕнле сарăлать-ха çак чир? Вăл ак мĕнле сарăлать. || Соответствует русской частице ли. N. Тăванăм, эсĕ кăçал киле тавăрнайни-ха? Сенчук. † Пилĕкĕрте пурçын пиçихи, ялăрта сутакан пур-и-ха? N. Эс вăрантăн-и-ха ? Меня занимает, встал ли ты? || В качестве вставного замечания. Альш. Пирĕн ăвăслăх теççĕ-ха. БАБ. Учуке-ха ăна хирти тырă-пулăшăнах тăваççĕ, çавăнпа ăна ялта тумаççĕ, пĕр-пĕр уллах çĕрте, хирте, тăваççĕ. Альш. Малтанхи кунех хĕрсем хваттире кĕрпесем, çусем, тăвар илсе пыраççĕ-ха. Нюш-к. Вара çавăнтах куç курми пулчĕ (потерял зрение), тет. Ку мана юрамас-çке, ку ырă укçа мар-ха, тесе, хуранне хыпаласа тупса, талĕрсене каялла ятăм, тет. N. Кĕçĕр эпĕр час çывăрмăпăр-ха (т. е. займемся каким-нибудь нужным делом). N. Аçу ăçта? тесен, эпĕ: вăрмана кайнă-ха (ожидается его возвращение) вăл, теттĕм. Чем люди живы. Ăçтисем пулатăн-ха эсĕ? Могонин. А! вот сана, ман анана сухаланăшăн вăл мĕле асаплантарать-ха, терĕ. Орау. Пăркун каларăм вĕт-ха. Оп. ис. ч. II. Лашасем шывшăн пулĕ-ха. Лошади, небось, хотят пить (воды). СТИК. Вăл ик аллипе сăхсăхса илчĕ пуль-ха! Не токмо что, наверное, еще обеими руками перекрестился! Ib. Çавăнта кайса килес пуль-ха. (Говорит, готовясь уже итти, куда хочет). N. Вĕсем калаççĕ: Сирĕн Йевкен вăйăра пулĕ-ха, вăл çавăнтан килеймерĕ пулĕ-ха,— теççĕ.

хай

упомянутый; тот, о ком (о чем) уже говорилось. А.-п. й. 56. Кайсан-кайсан хай йăва сĕм вăрмана çитсе кĕчĕ. КАЯ. Виççĕмĕш кунче атте хай хĕре, пĕр пар лаша кӳлсе, леçме кайрĕ. Ст. Чек. Хай, хайхи, самый, тот самый. N. Хай пирĕн стрилук пычĕ те, пăшал аврипе çывракан çынсене чыша пуçларĕ. Бес. чув. 23. Акă ĕнтĕ сана хай таса вĕрентни, таса сăмах. N. Хай каç пулсан, эпир çăкăрпа картахви хатĕрлерĕмĕр те, вăлтасем илсе Сĕве хĕррине утрăмăр. ЧС. Тытма юрасан хай кашкăр çурисене тытса пынăшăн укçа параççĕ, теççĕ; çавăн пек пире те укçа памĕ-и мушть, теççĕ. N. Эпĕ, хай, ĕмĕрте упа курманскер, çывăхне те пыма хăраса тăратăп.

хаярри

водка. Якейк. Хаяррине илсе кил-ха, пуç вĕлерет анчах.

хаяррăн

сердито, строго, злобно, злостно. Сам. 17. Çитĕ! Чарнаймастăп: хаяррăн тухатăп... Орау. Хаяррăн кăшкăрса пăрахрĕ. Злобно закричал на него. Мусир. Хĕрӳ тухса кайнă чух чун хаяррăн туйăнать-и? СПВВ. Чуна хаяррăн туйăнатчĕ. N. Хĕрне илсе тухнă чух чунĕ хаяррăн туйăнчĕ. N. Хаяррăн поплет. Злостно говорит. || Резко, пронзительно. N. Тепĕр кунне чан татах хаяррăн çапать, тет.

хак

цена, стоимость, ценность. Начерт. 180. Хак, цена. N. Кулак тырă кивçен парсассăн та, икĕ хака хурса панă. N. Сĕлĕ мĕн хакра çӳрет? N. Тырă хакĕ мĕн хаке (!) çӳретĕ? Завражн. Çавна тусан тин вара пор тавар та, пор çĕрте те тин пĕр хак полĕ. N. Вăл мана çĕр тенкĕ хакне пулчĕ. N. Вĕсен мĕн пур япаласем икшер хак. N. Ăсем хунинчен виç рас ытла хак парса илтĕм. N. Çăмарта мĕн хакпа илеççĕ? N. Тырă хакĕ хаклă мар. Кан. Хаксем çакăн пек тăчĕç. N. Çав тĕрлĕ тарпа тупнă япалаçене çур хакпах тенĕ пек салататăр. Б. Олг. Эп пыртăм пăрçа çăнăх патне, хакĕ пĕр хаках пăрçа çăнăхпа яшкалăх çăнăх. || Б. Олг. Что ыраш çăнăх паян мĕн хак туат-ха? — Тен, илтмен эп, пĕлместĕп-ха эп, çăнăх орамне эп çарăнман-ха. Юрк. Кăсем те хăйсенĕн хакĕсене каласа параççĕ, килĕшеççĕ мĕн тăваççĕ. N. Шанчăклă тусăн хакĕ çук. N. Кун пек лаша пирĕн алла кĕрейĕ-ши çак хака? Чăв. й. пур. 12. Арманĕ хакĕ ултçĕр тенкĕ пулнă. Альш. Епле пулсан та çур хакалла мĕне килет, тет. N. Хакне хак парса. N. Хакне хума çук, пит паха чул. Изамб. Т. Хакне ӳстер, прибавь цену. Капк. Хайхисем хак татаççĕ (определяют цену) те, тухаççĕ Шупашкара кайма. Якейк. Телянккă илнĕ чох пилĕкçĕр тенке çитиччен хак хăпартса карĕç. Ib. Эпĕр хак хăпартса илтĕмĕр. Мы дали дороже и оставили за собой. Сред. Юм. Хак тунă. Цену положили (определенную). || Должная цена. Аттик. Хакне хак тени — хаклă тăк хаклă тени пулать. СЧЧ. Тата пĕр çыннăн ĕнине хакне хак парса сутăн илеççĕ те, пусмашткăн (?) чӳклеме аста пĕлекен çынна параççĕ. (Çăмăр учукĕ). N. Хакне кайĕ. Альш. Хак килĕш, уславливаться о цене. КС. Нимпа та хакне çитермеççĕ (не дают должной цены). N. Пичу хак турĕ (сказал цену), а эсир тата хак тăватăр. N. Çурма хакпа сутас, ик-виç хак парса илес (за тройную цену). С. Тим. † Хĕр пултăр та, пур пултăр, пурçын кĕпи тăхăнтăр. Пурçын кĕпи укçа хак, пирĕн вăйă тĕнче хак. N. Укçа хакне тăракан. N. Хăй хакĕпе, по себестоимости. N. Вăл пиçиххи унăн икĕ ылтăн хакне тăнă (стоил). Капк. Ун чухне тăвар пăчĕ çирĕм пăт ыраш хакне çитрĕ вĕт. Шел. II. 56. Пĕтĕм хули хакне ӳкнĕ. N. Вĕсене асаплантарнисем çинчен пĕтĕмпех çырсан, хут та çитес çук. Ылтăн витнĕ çурт хакнех çитсе ларĕ. Арзад 1908, 52. Хак кăлар, наверстывать стоимость. Баран. 42. Вара тин (только тогда) асапланса улăхнийĕн (подьёма на гору) хакĕ тухнине сисĕр. N. Атя ĕнтĕ, илсе кай пире. Тăрăшнă хакне тавăрăпăр. К.-Кушки. Эпĕ вăл сурăха чăхă хакĕпе илтĕм. Я купил ту овцу по цене курицы. || Не переводится. Изамб. Т. Ку çыхă пушăт мĕн хак тăрат? Что стоит эта связка лыка? Яргуньк. Мĕн хак пĕр улми? Баран. 160. Çак сурăхсен çăмĕ çеп-çемçе, тем тĕрлĕ хака çӳрет. N. Мĕн хака сотрăн? Хурамал. Какай мĕн хак? Почем мясо? ЧП. Аршăнĕ мĕн хак? — терĕм. Ib. Пĕр чуп тăвасси тĕнче хак. Якейк. Эсĕ мĕн хакпа илесшĕн? Ты сколько хочешь дать? Пазух. † Хăмачă мĕн хак? терĕм те,— сакăрвуннă, теейрĕ. Орау. Юсанă хакне тăмаст. Не стоит починки. N. Çирĕм пакша хакне (тĕшне) тăрать. Стоит 20 белок. || Плата. Изамб. Т. Ик хак тӳлесе (двойную плату). Рак. Илĕр, хĕрсем, панулми, хакне хамăр тулĕпĕр. Бес. чув. 6. Лашине вăл пысăк хак парса илмен пулсан та, ун телейне лайăх лаша пулнă. || Плата за работу. Б. Олг. Каран хуа арлат, арласа çитеримест, çынна парат арлама; кĕренкки арлама вонçичĕ пус, хакне тӳлет ĕçленĕшĕн. N. Вырма мĕн хак? Юрк. Улпут мана Пăва уесне ярат, хакне З60 тенкĕ çулталăкне турĕ. || Прибыль. Баран. 24. Пĕр çын пĕкĕсем авса, вĕсене хака сутса пурăннă. || Престиж, авторитет. N. Çапла вара хăй хакне çын умĕнче те çухатать. N. Вĕсене пурне те килнĕ вилĕм хакран кăларчĕ. N. Тарăс-тарăс Татьене, укçа парсан Укçине; упăтенĕн йĕмĕ çук, ташлаканăн ăсĕ çук! Халăх çинчи хак! Сунчел. Халăк çинче хак! (Кулаççĕ). || Дорогой, ценный. ЙФН. † Хусан лаши — хак лаши, хак лашаран хăрамарăм, вăрă-хурахран хăрарăм.

хаклă

(хаклы̆), дорогой, драгоценный, ценный. N. Хаклă йышши чулсем: алмаз, яхонт, рубин, изумруд. НР. † Мăн çул урлă ку енче нимрен хаклă савни пур. За большой дорогой, на этой стороне (Волги) живет милый, который мне дороже всех || Дорого. N. Ытла хаклă ыйтатăн. Менча Ч. Илес япалăна йӳне илме парăсăнччĕ, тет; сутас япалăна хакла сутма парăсăнччĕ, тет. (Из моленья). Орау. Эпĕ санран хаклăраха (не так резко, как хакла) сутрăм (но: çук, вăл санран хакла сутрĕ). N. Çĕр сахал пулсассăн та, пурăнăç хакла юлсассăн та, сирĕн пурăнăç ăнса пырĕ. N. Çĕр ĕçпе пурăнакан çын тенĕ ята пит хакла хунă. Ал. цв. Хăйĕн таварĕсене вăл виç хут хакла сутса пырать, ют таварсене виçĕ хут йӳне илсе пырать. Сборн. по мед. Çавсемшĕн пуриншĕн те укçа нумай каять, çавăнпа ача пăхакан хăш-хăш пысăк çурт пит хакла ларать. Мижули. Какой сан патна пыма, хамăрăн ĕç халь конне хакла ларать, тенĕ. Ib. Манăн халь сансăр пуçне те ĕç нăмай, кунне хакла ларать, тенĕ. N. Хакла сут, дорого продать. N. Çавăнпа та хресченсене ку çĕршĕн тӳлес парăм ытла хакла çитнĕ. N. Ку сӳсмене хаклă патăн-и? — Хакне-мĕнне пĕлмерĕм, аллă пус патăм. N. Эсĕ маншăн нимрен те хаклă тăран. N. Кунта япала (товар) пит хаклă. N. Вăрçă панче пур япала та хаклă. || Жалко. Синерь. Сире маншăн çав арча та хаклă (жалко вам).

халăх

(халы̆х), народ. ЧС. Е пĕсмел чук çырлах, хура халăха ырлăх пар, çăмăр пар... (Из моленья). N. Халăх çăварне чармалли çок. Истор. Василий Дмитриевнч аслă княçра чух вырăс халăхĕ çине тутарсем икĕ хут килсе вăрçнă. Ст. Айб. Халăх халăх пулĕ, теççĕ. (Послов.). N. Вĕсенĕн ят çĕрĕсене халăхпа (миром) туртса илсе урăх çынсене панă. ЧС. Пĕрре эпир халăхпа илнĕ çаран çинче утă çулаттăмăрччĕ. || Люди. Яргуньк. Халăхсам ĕçлесе укçа тупаççĕ. Якейк. Пирн Хветĕрпе пит те ан калаç, вăл орăх юшши халăх. || Общество, мир. Букв. 1904. Петĕр Çтаппанĕ халăх вăрманне (в общественный лес) вутта кайнă. N. Салтак пурăнăçĕ халах пек.

халлĕн

употребляется в смысле послелога: в состоянии, в виде (чего). Пазух. † Леш кассенĕн хĕрĕсем вăтăр çула çитнĕ ĕнтĕ: хĕрĕх çула çитсессĕн, хĕр халлĕнех (в состояиии дев, т. е. старых дев) ларас тет. N. Эпир мĕнле халлĕн вилĕпĕр... (в каком состоянии умрем). СТИК. Ахутана карăм та, пĕр кайăка чĕрĕ халлĕнех илсе таврăнтăм (принес живым). N. Çĕнĕ халлĕнех, несмотря на то, что новая. N. Трофима чирлĕ халлĕнех эпĕ Милита хăвартăм. N. Сывă халлĕн тухса кайрăм. Сред. Юм. Пусывккана тырă ямасăр, мăян халлĕнех авăртрăмăр (без примеси зернового хлеба). N. Кĕнекене уçса хунă та, халь те уçнă халлĕнех тăрать (уçах выртать). Турх. Пĕр пуç халлĕн сарăхса кайрăн. Баран. 132. Хăш-хăш меттал: ылттăн, кĕмĕл, шур ылттăн çĕртен таса халлĕн тухать. Ib. 46. Ун пек чух çаран тăрăх ĕрĕхсе çӳреттĕм, чупса пынă халлĕн купа çине сиксе утă ăшне кĕрсех ӳкеттĕм, чикеленеттĕм, йăваланаттăм. Ib. 154. Çав халлĕн (в таком виде) тинĕс хĕрринчи хуласене сутма кăлараççĕ (вывозят на продажу). N. Вĕсем хальхи саманана епле халлĕн çитсе кĕнине пĕлтерсе тăрать. Альш. Леш юппи вăл çав тарăн халлĕнех (оставаясь таким же глубоким) каять юхса хĕвел тухăçнелле, Сĕвенелле.

халь-çĕне

то же, что халь-çĕлнерех. Кан. Пасара илсе ка.й-ни? — çук, халь-çĕне кайман.

хапха

(хапха), ворота. N. Хапха кутне килсе чарăнчĕç. N. Хапхана уç-ха, инке. Эпир çур. çĕршыв 15. Хапхисем хăшĕн чăвашла, хăшĕн вырăсла. Ib. 12. Хапхи таврашне шуçпа тата ăйăсемпе шăтăкласа тĕрлесе пĕтернĕ. Рак. † Питĕрпелен Мускав хушшинче хĕвел анмасăр хапха хупăнмасть. N. † Аттен хапхи чăвашла. Бижб. Халăх çăварĕ хапха теççĕ. (Пословица). Собр. Тимĕр хапха уçăлчĕ. (Тул çутăлни). Синерь. Хапхара (в воротах?) вĕрсе выртас мĕн. ТХКА 71. Пирĕн хапха картишнелле уçăлать те вăл. Альш. Хапха урлă каçса кĕтĕм. Ib. Хапхаран кĕтĕм. Ib. Хапха витĕр кĕтĕм. КВИ. Юмах юпа тăрринче, халлап хапха тăрринче. ЧП. Хапхи тулне тухса пăхнă-тăр. ТХКА 52. Чӳ речене хупрĕ, хăй хапха уçма тухрĕ. N. Çăварне карать хапха пек. Артюшк. Ку ача хапха питĕрнине çурри таран хуçса илсе вунтăхăрăшне вĕлерсе пĕтернĕ. А.-п. й. 42. Хапхине хупмасăрах хăварчĕ хăй. Вута-б. Хапха пайĕсем: ручкă, ручки; тапкăч, упорка, упирает верхнюю ручку ворот в пятной их косяк, чтобы ворота ходили на одном уровне; тăпса, осен; тăпса тĕп, подпяток; ыра, паз; юпа, столб; çӳлти тăпса, верхний осен; тăпса юпи, пятной столб, это тот столб, на котором ходят ворота; янах юпи, притворный столб, к нему притворяются ворота; хапха айĕ, подворотня, доска, которая вкладывается в отверстие ниже ворот между двумя воротными столбами; питĕрчĕк, засов; пропой, пробой; тыткăч, скоба или ручка.


а — тăпса; l и т (железные) — тимĕр тăпса; тимĕр тăпса l упирается на железную плиту t, которая называется — хапха тĕпекĕ; тимĕр тăпса т вращается внутри р, которая называется — прапуй; прапуй делается из железа, в — янах, с — ручки; е — тăпса йĕппи. Если хапха состоит только из йăвăç тăпса (старая форма), то тăпса наверху бывает длиннее, и этот длинный конец вдевается в дыру b, а нижний конец упирается непосредственно на дно б. Углубление в столбе п, куда вставляется тăпса, и дыра b вместе называется — хапха юпи ыри.

харпăр хăй

каждый сам. Ст. Яха-к. Çăварни ыран тенĕ чухне, шăматкун каç, çынсем пурте камăн мунча пуррисем мунча хутса кĕреççĕ. Харпăр хăйĕн мунча çуккисем çынăнне хутса кĕреççĕ. Авралий (б. Ставр. у.). Кĕрписене, пашалусене харпăр хăйĕх леçеççĕ (приносят туда). СПВВ. ИВ. Харпăр хăй = харам хăй. N. Ăна харпăр хăй çисе пĕтермелĕх пухăр. СТИК. Кашни çын харпăр хăйшĕн йĕретчĕ. || Каждый в отдельности. Вăл хăй вилнĕ чух ывăлĕсене харпăр хăйне пилленĕ. N. Харпăр хăвăршăн анчах ан тăрăшăр, ыттисемшĕн те харпăр хăйне тăрăшăр. Чхĕйп. Тата унта пыракан ытти çынсем та харпăр хăй пĕрер, икшер, виçшер çăмарта илсе пынă (приносили). Сборн. по медиц. Ачасенĕн пуринĕн те харпăр хăйне ĕмкĕчĕ. Кан. Кашни ялне харпăр хăй çумне вăрман парасшăн вĕсем. Ib. Харпăр хăй ăслă çынăн харпăрхăй тĕслĕ виçе. || Каждый сам по себе. Истор. Вара вĕсене харпăр хăй тĕрлĕ (каждый сам по себе) пурăнса, йĕркене ан пăсчăр тесе, çав уккас тăрăх усра пуçланă. N. Кашни харпăр хăй тĕрлĕ савăнаççĕ. N. Кашни вăхăтĕнче харпăр хăй тĕслĕ ĕç. || Свой, собственный. Сред. Юм. Пичĕшсен ӳчĕсен çôмне пуçĕсене çыпăçтарса, аппăшĕ тôтрине сôлларĕ, тет те, пичĕшсем порте çын пôлчĕç, тет, анчах пуçĕсем харпăр хăйĕн мар (головы перемешались), тет. СТИК. Харпăр хăй (или: хархам хăй) çемйинче. Ib. Харпăр хăй (или: хархам хăй) ачи-пăчи хăйĕнчен ытлашки мар (нужен). Ib. Кашни çын харпăр хăй ĕçне туса тăмалла. N. Пур кунта та, пур тĕлте те харпăр хăй ырă ĕçсем пур. Истор. Илсе пынă кайăксем пурте харпăр хăй йăвине тавăрăннă. N. Эпĕ тăван чĕлхепе вĕрентме юратарах паратăп, мĕшĕн тесен харпăр хăй чĕлхипе ăнлантарма çăмăлтарах. Самар. Кашнийĕн харпăр хăйин кĕнеки пулмалла. У каждого должна быть своя книга. Ib. Кашнийĕнех харпăр хăй кĕнеки пулмалла. N. Эсĕ те мĕн пуçтармалл не пурне те пуçтартăн, харпăр хăй вырăнне вырнаçтартăн. ТХКА 31. Кашни çыннăн пит шăлмашкăн харпăр хăйĕн алшăлли пулмалла. Туперккульос 16. Кашни харпăр хăй евĕрлĕ чирлет. Виçĕ пус. 5. Пур йăвăç-курăк та харпăр хăй майлă тăранса пурăнать. Капк. Камăн вĕренес килет, харпăр хăй вуттипе вĕренĕр, терĕ. Эпир çур. çĕршыв 9. Пахчара пире кашнине харпăр хăй тӳпе йăран параççĕ.

хаçмăк

(хас’мы̆к), назв. головного убора. Альш. Ку çĕнĕ çынна темĕскер сурпантан тухья пек çĕлекелесе туса хушпу çинчен тăхăнтараççĕ, хаçмăк теççĕ. Ib. Унтан арçын пултăрех кашма айĕнче тăнă çĕртех çĕнĕ çынăнне хаçмăкне вăрлать: сӳсе илет те, илсе тухса каять. Ib. Унтан ку çĕнĕ çынна хаçмăк тăхăнтараççĕ (килĕнтешĕ-мĕнĕ). Хаçмăк вăл сурпанах. Сурпана çурмаран хутлана та, пĕр еннине пĕр тĕлтен çĕлесе янă. Ăна çав çĕнĕ-çын пуçне тăхăнтараççĕ (сурпан-хушпу çинчен). СПВВ. ЕС. Хаçмăк; туйра, хĕре арăм тусан, хушпу çинчен шур пир чăркаççĕ. Туй туса пĕтерсен, вăл пирне тем-тем каласа илеççĕ.

хатĕр

(хадэ̆р), готовый, законченный, готово. N. Ленин — Сталин ĕçĕшĕн кĕрешме хатĕр пул! К борьбе за дело Ленина — Сталина будь готов! А.-п. й. 103. Сутьесем патне кай та, çак йĕке вĕçне парса çапла кала: пурте хатĕр, тĕртме стан çук, çакăнтан стан туса парăр, те. Иди к судьям, отдай им вот этот кончик и скажи: все готово, только нехватает ткацкого станка. Пускай сделают из кончика веретена станок, тогда будет в точности выполнено их приказание. Ивановка. Сутпа илме хатĕр укçасем те çукчĕ. N. Çав ĕçе хатĕр туса хурас, теççĕ. N. Пурне те тӳсме хатĕр пулнă. Выла. Пур тавраш та хатĕр пулса çитсен... (когда будет готово). N. Вăл пур ырă ĕçшĕн те хатĕр тăратчĕ. Н. Карм. Мĕн çырмалла тата сире, çырса ярăр, эпĕ пурне те итлеме хатĕр сирĕнне; хасăр сирĕншĕн асапланма та хатĕр (готов). N. Хăтасем калаççĕ: хатĕр-и эсир? N. Çавасем хатĕр мар. Мусир. † Ах, аппаçăм, йыснаçăм, хăçан пыма хатĕр пулăр-и (когда будет угодно пожаловать). Ердово. † Тоя кайма тăрсассăн пирĕн пек хатĕр ачи çок; ĕç ĕçлеме тăрсассăн пирĕн пек кахал ачи çок; ах апла мар, апла мар, ĕç ĕçлеме тăрсассăн пирĕнтен хатĕр ачи çок. ГФФ. † Ай, хатĕр, той хатĕр! Хамăр та хатĕр полмасан тойçи хатĕр полас çок. Ай, готова, свадьба готова! Если мы сами не будем готовы, то и свадьба не будет готова. || Н. Карм.† Тимĕр арчасенĕн уççийĕ çук, манăн çамрăк пуçăн хатĕри çук. || Принадлежности, инструмент. Ивановка. Лавсем çине михсем, арчасем тиесе хурса лашисене кӳлсен, пур хатĕр те çитсен, эпир пурте лавсем çине тухса лартăмăр. N. Пурте хатĕр çитсен, хĕре йĕртме кĕлете илсе каяççĕ. Сред. Юм. Сирĕн хатĕр çитнĕ-и? Вы собрались что ли? КАЯ. Чӳк тунă çĕрте кирлĕ хатĕрсене хатĕрлеме вăлсем ик ăстарика суйласа хураççĕ. Сиктер. Вара мĕн пур хатĕр çитсен, кӳршĕсене йыхăраççĕ. N. Сирĕн хатĕр çитет-и? тет. Готово ли у вас? || Продукты. N. Кашни кун курăк тымарĕсем тупса пырса хĕрарăма тăрантнă. Вăл хăй те çав хатĕрсенех çисе пурăннă. || Угощение. К. П. Прокоп. Кăçалхи çул çав вăкăра пирĕн ача туйĕ хатĕрне тытса пуснă иккен. Тайба Б. † Аната пĕве пĕверĕм хуркăвакал хатришĕн (хатĕрĕшĕн). || В соединении с глаголом ту — почитать. Хурамал. Çак çынна пур-те хатĕр тăваççĕ (почитают). Ib. Пире хатĕр тунăшăн вăл хатĕр тутăр. || Заряд (для выстрела). N. Ман тепре авăрламалăх анчах йолчĕ хатĕр (порох и пр.). || Снаряд. N. Халь вăрçă хатри (хатĕрĕ) кăлех пачĕç. || Сбруя. Ст. Шаймурз. Шап-шур çăмран кĕççе çаптартăм улма-чăпар утăн хатришĕн (хатĕрĕшĕн). || Кремень об огниво и пр. Панклеи. Чĕлĕм хатĕрне çаппĕр. || Буин. Арăм хатĕрĕ, теççĕ, упăшка йăли, теççĕ.

хентер

неизв. сл. N. Халĕ хентер çутлачченех илсе тухаççĕ.

хыв

(хыв), скидывать, снимать. М. Сунч. Пурте çĕлĕкĕсене хывса сулахай хул хушши айне хунă. Янтик. Кĕпе тарласа кайнă та, нимпе те хывăнмаст. А.-п. й. 60. Ме хамăнне хывса парам,— тет пукани. Орау. Эпĕ сăхмана алăкран кĕрсенех хывса хутăм (или: хывса çакрăм). Я разделся в передней. Ib. Хыв тумтирне, апат сима тумтирпе лараймăн. N. Атăла курмасăр аттăна ан хыв, теççĕ. (Послов.). Ала З°. Салтак çĕре (кольцо) вараланат тесе, хывса хучĕ, тет, чӳрече çине. Изамб. Т. Акса пĕтерсен мăйĕнчен пăтавккиие хывса урапа çине хучĕ. || Класть, ссыпать. Менча Ч. Эй, ырă туррăм, çичĕ тĕслĕ тыррăма — пуллăма çичĕ пӳлмене хывма парăсăнччĕ. (Моленье „ака пăтти“). || Класть метку (паллă, кĕлеме). Ст. Чек. Вутти çине (на свои дрова) кĕлеме хывнă (положил клеймо). || Ставить что, куда. Альш. † Хура вăрман хыçне капкăн хыврăм. Орау. Çăкăр хывас; салат хывас; кăмакана тыр хывас. КС. Хыв, ставить в печь çаралла, напр., çăкăр хыв, пашалу хыв, çип хыв. (Однако: куршук ларт, чукун ларт. || Çутт. 43. Эпир пурте авăн хывма тухрăмăр. || Складывать. Ст. Чек. Вутăра епле йăнăш хыврăр. || Накладывать на шею. Кан. Паллăран паллă çпекулянт. Аванах ĕнсене хывать. || Набивать (лед). N. Паян нӳхрепе юр хыврăмăр. Орау. Нӳхрепе хывма кӳлĕрен пăр касса кăлараççĕ. || Наливать. П. Пинерь. Сар алтăрпа пыл хывăрăм, ялан шупчăксем килчĕçĕ ĕçлемешкĕн. Сиктер. Сăрана йӳçнĕ чуне те астивмеççĕ, тӳрех пичĕкене хываççĕ. || Лить, отливать, ковать (металл). Янтик. Саратов енчĕк сар енчĕк, тулне пурçăн туртрăмăр, ăшне кĕмĕл хыврăмăр. Ал. цв. Çийĕнче ылтăнтан шăратса хывнă тумтир пулнă. Пазух. † Ĕнтĕ ылттăнăм çук, кĕмĕлĕм çук, услам-çуран хывнă чĕлхем çук. Кĕвĕсем. Услам-çуран чĕлхе хывтартăм ялан хамăр тăвансемпе калаçма. N. Суха тимри хывма. Лашм. † Ылттăн сулă хывса паракана кĕмĕл сулă хывса парăттăм. || Йӳç. такăнт. 10. Пĕр тупанра шăлĕ тухнă, тет. Тупан хывмасăр кулме те юрамасть, тет. || Не переводится. Орау. Якур пĕтĕмпех ашшĕне хывнă (весь в отца). || Установить, наводить, построить, мостить. Султангул. Чупрăмах та антăм та, ай, шыв хĕрне, хусахсем те кĕпер те, ай, хываççĕ. Синьял. Пĕчик çырма, тарăн шыв, кĕпер ан хыв, ут сиктĕр. НР. † Хорăн хоппинчен кĕпер хыврăм. Берестой я мост вымостил. Альш. † Чассавни кассинче каçă хываççĕ шыв урлă. Алших. Çĕнĕрен кĕпер хывса тухрăмĕр. Ау 75. Куртăм, йинке, куртăм, çӳлĕ ту çине çурт хывнă. || Валить, насыпать (насыпь). Альш. Кат (гать) хывнă. || Свить (гнездо). Тим. Симĕс пӳрт тăрринче чăпар куккук çĕрне-кунне пĕлмесĕр авăтат; яла килсе йăва хываччен авăтаясчĕ вăрман тăрринче. || Восстанавливаться. Альш. Вĕсем ӳпке татăлса тухать, теççĕ, çĕнĕ упке хывать, теççĕ (у больных). || Наливаться. О земл. Çу уйăхин пуçламĕшĕнче акса ĕлкĕрейсен, вика Питравкана хутаç хывма тытăнать. || Сметать (стог, копну). О земл. Анкартне куçарсан, капана хываççĕ. Сред. Юм. † Утмăл та карта утине йĕкĕр те капан ут хыврăм. Якейк. Паян эпĕр утă хума каятпăр = утă пуçтарса капана чикетпĕр. Трхбл. † Вуник те купа эп ут хыврăм. ||Надуть, навеять, замести. N. Хĕлле тата яла юр хывса тултарасран сыхлать. N. Йывăç юппине юр хывнă. || Проложить (дорогу, след). Ст. Шаймурз. Çырма хĕррипеле çул хыврăм. Ст. Айб. Аслă вăрман хыçне шур юр çунă, хура сăсăр тухнă та, ай, йĕр хывнă. Трхбл. † Хура вăрман касрăм та эпĕ çул хыврăм. Богдашк. Хура вăрман хыçне эп çул хыврăм. || Копить, наживать. Альш. † Чунне хĕнесе мул хывакан, вутпуççи-тĕр унăн чĕрисем. || Назначить, установить цену. Никит. Хакне икĕ çĕр тенке хыврĕ. || Начинать (дело). ЧП. Хампа харăс хывса юрлакан. Изамб. Т. Ыраш вырма тухаччен пĕр-ик кун малтан çурла хываççĕ. Унтан вара пикенсех (решительно) вырма каяççĕ (т. е. сначала лишь делают почин). N. Çорла хыв, çава хыв, начало жатвы. КС. Çурла хыв еще значит: сделать серп. || Ставить себя (высоко). N. Хама хам çӳле хывса пĕтрĕм. N. Тантăшусем умĕнче пуçна асла ан хыв. || N. Вăл ырра усала хывса инкек тăвасшăн çӳрет. || N. Пĕр ĕçлемесĕр пуçа наяна хывса çӳрекен пулнă. || Ссылаться. N. Ĕлĕк пĕр арăм чире хывнă, тет. N. Ак хай амаçури чире хывса пилешпе палан çирĕ, тет те, ну хăса пуçларĕ, тет. Изамб. Т. Пуçне ухмаха хывнă та каланине те итлемес. || Принимать к сердцу. Н. Седяк. Ырă çынсем çумне ларнă чух ырă сăмахна ăшна хывса лар. N. Вĕсем каланине пурне те эпир ăша хываттăмăр. || Вносить (деньги), отдать, платить (долг). Орау. Ампар тырри кайса хыврăм (в общественный амбар). Ib. Вăйпĕрни хулана куланай хывма кайнă пулнă (внести подати). N. Куланай хываççĕ. N. Пайтаххăн укçа хывакан пулĕ. Кан. Мĕншĕн сутнă таваршăн кассăна укçа хывмарăн? || Приносить жертву. Чураль-к. Ăçта каян, Марина, Марина? — Мăн мăкăр хывма каяп, каяп! См. çимĕк. N. „Вара çав мимĕре „чун пăттипе“ вилнĕ çынна чăн малтан хываççĕ. Хывма чашкă çине хывмаççĕ. Тупăк тунă чух чăн малтан пулнă турпаса илсе кĕреççĕ те, çав турпас çине хываççĕ те, тупăк тунă çĕре илсе тухса ытти турпассем çине пăрахаççĕ“. N. Ак сана эпĕ икерчĕ (е урăх. япала) хыватăп, тет. Ст. Чек. Хывас, вилле хывас (бросают куски пищи и льют пиво). ЧС. Асатте ячĕпе ытти вилĕсем те асăнса ĕçсе çиччĕр тесе хыймаллу пĕçерсе хыврĕç (при похоронах). N. Хываççĕ тесе ак мĕне калаççĕ: умăнта пултăр тесе çăкăр е куймак татса пăрахаççĕ. N. Хывса пĕтерсен, хăшĕ-хăшĕ калаççĕ: тăкас теççĕ; тата хăшĕ-хăшĕ калаççĕ: тăтăр-ха пăртак, çитĕр, теççĕ. Тайба Т. Хвелюк йинкене хывса тăкрăм, çав тытнă пулĕ тесе шухăшлатăп. Ib. „Çĕнĕ тырă ĕлкĕрсен, ăна е сутса, унтан çимелли япала илсен, е çĕнĕ тырăран çăкăр пĕçерсен, çиме тытăниччен вилнисене (ваттисене) татса пăрахаççĕ. Чăн малтан ратнисене асăнаççĕ. Кăна: вилнисене хывнă, темеççĕ,— асăннă, теççĕ. Çемерен кам та пулин чирлесен: ăна вилнĕ çын тытнă, теççĕ. Вилнĕ çын тытсан, хывса тăкас пулать (е хывас пулать), теççĕ. Ратне çынни кăна мар, ялти урăх пĕлĕшкелесе пурăннă çын та тытма пултарать. Хывма çăкăр сăмси касса илсе (горбушку), сăмахсем каласа таткалаççĕ. Таткаласа тăксан, ăна савăт çине хурса хапха тăпсине кайса тăкаççĕ. Вилнĕ çынна пистерес тесен, хывсан тăкма кайнă чух савăтне шăпăрпа хĕнесе тухаççĕ“,— тесе çырнă ĕлĕкхи çинчен. Собр. Хывнă каç тĕнĕ витĕр пăхсан пӳртелле, сĕтел хушшииче вилнĕ çынсем апат çисе ларни курăнать, тет, çав çын вара вилет, пулать. Аттик. Вара чара çине вилнĕ çынсене асăнса çухи, икерчĕ, çăмарта хăпартни, хăпарту таткаласа хыва-хыва çиетчĕç. Чăвашсем 33. Ăна алăк патне çурта хываççĕ, килте миçе вилĕ çавăн чухлĕ çурта çутаççĕ. Юрк. Мимĕр пĕçерсе куçне сарă çу хывса... Сред. Юм. Пĕри итем хыçне тохса хывнă (жертву поставил в поле). Ст. Яха-к. Ватă çынсем, çăварни тухса кайнă каçхине, вырсарникун каç, пурте мар, хăшĕ-хăшĕ анчах выльăх-чĕрлĕхсене, çăварни ернине чипер лайăх иртернĕшĕн, вилнĕ çынсене хывса тăкаççĕ. Хурамал. Мункун иртсен тепĕр куна (понедельник) хывнă кун тенĕ. || Употребляется в качестве вспомог. гл. Демид. Якав пĕтĕм калаçма ăсталăхне кăларса хывать кун умне.

хып

(хып), брать в рот, хватать, схватывать. N. Çăвара чĕлĕм хыпса. N. Чĕлĕмне пĕр енне хыпнă. П. Патт. 2З. Эсир (кăвакалсем) çăварăрсемпе патака иккĕн икĕ вĕçĕнчен хыпса пырăр. Орау. Шăнкăрч çăварне темскер хыпса килчĕ. Юрк. Çăварăма пĕр пăрçа анчах хыпсаттăм, шăлсем çук пирки çăварта пăртак шӳтĕрсе çемçетсен çийĕп, тесеттĕм, вăл та пулин çăвартан тухса ӳкрĕ. Буинск. Ача ĕмеймес, хыпаймас. Çутт. 26. Аллине çăвара хыпса çӳремест. N. Амăшĕ ăна, çăварĕпе хыпса, карташне илсе тухнă. Лап-к. Шалта пĕр çăртан çăмартине хыпнă çăварне. Юрк. Шап-шурă мĕн, шурă кайăк çурисем чечек пуçне хыпса выляççĕ. О сохр. здор. Ыратнипе тапкаланать, йăнăшать, çăварне тăпра хыпа-хыпа илет. К.-Кушки. † Пĕрчĕ, пĕрчĕ юр çăвать, хыпса юлăр ачисем. Çутт. 157. Икĕ йĕп-тăррине пулă тытса хыпнă, иккĕшне шапа хыпнă. Н. Лебеж. Çисе яма кашкăр мар, хыпса çăтма упа мар. Чаду-к. Вăл килсенех пире пӳрчĕ-мĕнпех хыпса ярать. С.-Устье. Акар йăттийĕ татса хыпах çиса ячĕ (разорвала ее), тет. А.-п. й. 57. Чее тилĕ йăвана кап! анчах хыпса çăтрĕ. || Есть, кушать. КС. Значение хып зависит от кушанья и тона: или значит кушай или жри. ПТТ. Унта вара пысăккисем çăмартасене валеçсе параççĕ. Ачасем кĕлĕ-мĕн тумаççĕ, парсассăнах курак пек тӳрех хыпса яраççĕ. (Сĕрен). Б. Олг. Хыпат, тет, тăранимест, тет, кормани эс мĕн-и тет, капла çăтасшăн, тет. Сред. Юм. Хыпса яр çав татăка. Съешь этот кусок. Хăр. Паль. 12. Ăна та (çăкăр татăкне) хыпса янă. Йӳç. такăнт. Т. Ларăр хыпма, йĕпе сăмсасем. Актай. Чавсан-чавсан, ку вилнĕ çынна кăларчĕ, тет те, хыпса ячĕ, тет. || Клевать (о птице, о рыбе). Янтик. † Шĕлещен кайăк чĕппи мĕн çиет? Тулă пĕрчи хыпать, сĕт сыпать; пирĕн аппа-йысна мĕн çиет? Кулаçне хыпать, пыл сыпать. Хурамал. Пулă хыпать-и? Клюет ли рыба? Б. Олг. Ан кăчкăр, полă хыпат, кăчкăрса ан ворăр! Альш. Пĕр-пĕр хыпакан тĕлĕрех (где рыба клюет) пырса ларать те, ларать кунĕпе çавăнта турта-турта кăларса. Байгул. Шур Атăла вăлта ятăм, вăлта Ятăм, хыпмарĕ. || В перен. значении (заливать берега). Йем.-Таяпи. Çырмара шыв нумай, çыранне хыпса тăрать (как бы держит в губах, т. е. захватывает берега, и их не видно. || Хĕн-хур. Итле мана, Якку: ырантан вара хамăр патăмра Анушăн тĕсне ан курам! Мĕн хыпма илсе килтĕн эсĕ ăна? (на что, к чему). N. Мĕн тума килнĕ вăл кунта? — Хыпма килнĕ! (сдуру). ГТТ. çта хыпатăн? Куда ты торопишься? (в еде). Орау. Мĕн хыпса каям эп унта? Сятра. Мĕн хыпса ларатăн? Что ты тут торчишь?

хып

загораться, разгораться, охватить огнем. Кан. Вучĕ малтан Бочкарев килĕнчен (сарай хыçĕнчен) хыпса илнĕ. Унтан юнашар кӳршĕ Миронов килне хыпса илсе çунма тапратнă. N. Çурта вут хыпса илсессĕн, когда огонь охватил здание. КС. Ял хыпса карĕ (çунса карĕ). Ib. Вут пӳрте хыпрĕ (изба загорелась). Яжутк. Е тĕкӳ-çӳçӳ шăнсассăн? — Вут хурăп — ăшăнăп. Е хыпса кайсассăн? Тапăп, тапăп — сӳнтерĕп. Б. Хирлепы. Атя, апи, пӳрт хыпса каять, тесе калать, тет. N. Хĕрсе çитсен, вут хыпать. N. Вут çулăмĕ хыпса илнĕ пек. N. Вут пек хыпса çунни! Питушк. Пӳрт хыпса кайрĕ. Изба загорелась. Вино — яд. Çуртсене хут хыпса илчĕ. КС. Краççина вут тивертсен, хыпса илет (вспыкивает). Хорачка. Хыпат анчах, вочă çонат. Ib. Ял хыпса карă (сгорела). КС. Ял хыпса карĕ: 1. загорелась. 2. сгорела (быстро) сильно. Орау. Пĕтĕм пӳртне вут хыпнă та, пӳртне кĕресшĕн тăрать. N. Çынсем пухăнса та çитеймерĕç, вут тата икĕ киле хыпса та илчĕ. Юрк. Ваçук чĕлĕм те туртмаст-çке, ку епле тĕктăмал кĕлет тăррине вут хыпрĕ-ши? теççĕ. N. Ун умĕнче вут хыпрĕ. || Жаждать. N. Ĕçес килсе унăн тӳсме çук ăш хыпнă. ЧП. Ăшăм çунать, чĕри хыпать. ТХКА 104. Ман чĕре татăлас пек сикет, ăшчик вилес пек хыпса çунать. КАЯ. Халь çак Тумия урнă йăтă туллаччен, теме сиснĕ пек, ăшчик хыпса тухас пек çӳреттĕм (горело; тужил). N. Иçĕм-çырлинчен пăчăртаса эрех тунă çĕрте вĕсенĕн ĕçеймесĕр ăш хыпса çӳрет. Чума. Çав хушăра унăн ăш хыпнипе темĕн тĕрлĕ шыв ĕçесси килнĕ. ТХКА 107. Ăш хыпнă, ата шыв анса ĕçер. || В перен. смысле. Желать, добиваться, жаждать. N. Çынна хĕрхенекен çын пирĕн пулăшушăн хыпмасть. || Заботиться, беспокоиться, стараться. N. Министр вĕсене этем картине кӳртес тесе хыпмасть. Кан. Патша халăх сывлăхĕшĕн хыпман. Ib. Çавăнпа çпекулянтсем сутнă таваршăн укçа тĕрĕсех алла илейменнишĕн хыпсах та кайман. N. Алла илме тепле пулĕ тесе хыпса çунатăн. Ст. Айб. Çыншăн çын хыпмасть, тетчĕç ĕлĕк чух, халь пачах урăхла. Полтава 23. Ĕç-пуç тума шутласан, хыпса-ӳксе (необдуманно) тытнас çук. Чуратч. Ц. Карачăмăн вылляс килми пулнă курнать, туйисене аран перет, пуклаккисене тивертесшĕн хыпмасть. || Замаяться. СТИК. Тупаймасăр хыпрăм вĕтĕ чыст (замаялся). N. Кунта килсе хыпрăмăр, чунсем мĕле хăтăлĕ-ши... || Болтать, попусту говорить. Изамб. Т. Ан хып, мĕн хыпса тăратăн. Не болтай, (Соответствует простонародному русскому „не ори“), || Сцапать. || Расходиться (о вещах и пр.). Якейк. Вăрă (семена) паян хыпать анчах, питĕ хытă каять. Ib. Пыççи паян хыпрĕ анчах: никамăн та пĕр пыççи та йолмар. Ib. Ĕç çинчи пак çăпата хăçан хыпни пор (когда расходится), çăпатуна янтла тольккă.

хырăм

(хыры̆м), желудок. М. Тув. † Кăпшакланнă çарăкĕ кам хырăмне кĕрĕ-ши? Çакă Тени хĕрĕсем кам арăмĕ пулĕç-ши? А.-п. й. 30. Ах хырăм выçса кайрĕ! Мĕн çиес? — тесе кăшкăрса ярать. ЧС. Пирĕнсем вара, вĕсенĕн хырăмĕсем выçнă пулĕ тесе, çиме лартрĕç. Якейк. А! хырăм выçри? Ага! проголодался. N. Хырăм выçрĕ, апат çиесчĕ. Курм. Ати хырăм выççĕр, тет поль, кĕрпе шӳрпи пĕçерсе парас-и? Дик. леб 34. Вăл улма çисе хырăм выççине пусарнă. КС. Нихçан та хырăм выçса çиман пулĕ (не знал, поди, никогда голода). Изамб. Т. Чей хырăма тăрантакан япала мар-çке те. А.-п. й. 81. Хырăм выçать, мĕн çиес? — тесе кăшкăрса ярать. || Живот, брюхо. А.-п. й. 50. Кашкăра пĕрех мăйракипе пантлаттарать. Кашкăрăн хырăмĕ чутах çурăлса каймасть. И изо всей силы ткнул волка. Едва-едва не распорол живот у него. Орау. Кĕç хырăмĕ çурлас пек çӳрет (о толстом). А.-п. й. 33. Упа хырăмĕ лашт çурăлса кайрĕ. Сет-к. Хырăмпа пыршăн (буквально: из-за брюха и глотки, т. е. из-за еды и питья). Б. Ильм. Хырăм тирне (тирриие) сарасси хуçаран. Растягивание кожи брюха (материал для расстягивания — харч работнику). Скотолеч. 35. Хăлхисем, куç тавăрашĕсем, хырăмĕсем хĕрелсе каяççĕ. N. † Çĕлĕкне илме пĕшкĕнсен сăмси çĕре тивет-çке, хырăмĕ урай шăлать-çке. Баран. 23. Пĕр сысна ватă юман айĕнче тăраниччен, хырăмĕ урлă кайиччен (до отвала) икел çинĕ. А.-п. й. 39. Хырăмĕ панк пуличченех ĕçсе тултарчĕ. Орау. Якейк. Ача хырăма карĕ (стал расти живот, т. е. в рост не идет). Мыслец. Хырăм çурăлтăр! Утроба лопни. Сред. Юм. Хырăмне макăртнă, беременна. || Пузо. Оп. ис. ч. II. Акă пысăк хырăмна патакпа тĕртсе шăтарăпăр. Вот мы проткнем тебе толстое пузо палкой. Сред. Юм. Хырăмне мăкăртнă, пузо вырастил. || Внутренности. Оп. ис. ч. II. Упи вăраннă çĕрĕ тилли кашкăра çисе тăрат, тет. Упи тилĕрен: мĕн çиетĕн? — тесе ыйтрĕ, тет. Тилли: хам хырăма хам татса илсе çиетĕп, терĕ, тет. Ăна кура упи те хырăмне тата-тата çие пуçларĕ, тет те, виле кайрĕ, тет. Когда медведь проснулся, лиса ела волка. Медведь спросил у нее: „Что ты ешь?“. Лиса ответила: „Рву свои внутренности и ем их“. Смотря на нее, и медведь стал отрывать у себя внутренности и есть их, и тут же издох. || Кишки. Б. Олг. Этемĕн хырăм, кишка, выльăхăн хырăмлăх. || В перен. смысле. N. Хырăм хакне, за еду (получая вместо платы еду). Б. Яныши. Кĕркунне те çаплах эпĕ хĕç тирме хырăм ĕçлеме каяттăмччĕ. || Плод (у беременных). Чхĕйп. Вăлсам хырăм пур чух (во время беременности) мĕле килчĕ, çапла пурăннă; çавăнпа хырăм пур арăмсам мĕле пурăннине калама та пĕлес çук. N. Йывăр çын хырăмне 9 уйăх йăтса çӳрет. Орау. Унăн хырăмĕ ӳкнĕ (выкидыш в раннем периоде). N. Хырăм юлнă. Ст. Чек. Хырăмĕ урлă килтĕр. Альш. Унăн арăмĕ хырăмĕсене ялан пăрахса пырать. Ib. Пуш хырăмлă чухне, когда не было в утробе. Ib. Пĕр-ик-виç хырăм та йăтса пăхрăм ĕнтĕ эпĕ. Была 2-З раза беременна. Ib. Ку хырăмпа çăмăл ирттертĕм эпĕ, леш хырăмпа йывăр пулнăччĕ. ГТТ. Юлашки уйăх, хырăм тыттарса пăхтарас; юлашки кунсем çӳретĕп, вăхăт çитет те-ха (говорит беременная женшина). || Ст. Чек. Ан шарла ĕнтĕ, хырăм! (выражает презрение).

хыç

(хыс’), зад, что позади или сзади. Вопр. Смоленск. Çăмăр çунă чухне сарамат кĕпери çăмăрăн умĕнче курăнсан, çăмăр чарăнать, хыçĕнчен курăнсан, çăвать. Орау. Вĕсем пирĕн хыçра пычĕç (позади нас ехали). Ib. Темĕскер калаçса пыраççĕ.— Камсем? — Ав, пирĕн хыçран пыраканнисем. А.-п. й. 72. Чим-ха, чар лашусене. Атя-ха анса пăхар, пирĕн хыçран арçури шăхăрса килмест-и,— тет вăл ямшăкне. Ск. и пред. чув. 12. Пурттăм выртат çутăлса хыçа юлнă çул çинче. А.-п. й. 31. Качака такипе сурăх таки хыçа вут хунă пек илтерсе пыраççĕ. Баран. А. Вăранас пулать, тăрас пулать, умна-хыçна пăхас пулать. N. Çавăнта пирĕн хыçра пире хăвалаççĕ те, çавăнпа таратпăр. Пшкрт. Ман хыçăмăра. ÇМ. Чăваш арăмĕ, саншăн та хурлăх хыçа юлтăр. N. Хыçран пучĕ ( = пычĕ). Капк. Унпа уйăрăлсан, хыçран кăшкăрать. || Задняя часть. Регули 1130. Ял хыçĕпе (ял хыççĕн) иртсе кайрăм. Альш. Присаткаран пуçланса вара хыç каять тăсăлса. Хыçа кĕмелли присаткана алăк туса хăвараççĕ. ТХКА 52. Ял патне çитрĕмĕр, Итем хыçĕ. Картасем. || Задок у саней. N. Çуна хыçĕ. || ЧП. Эпир килетпĕр те каятпăр, умăртан хыç тесе ан калăр. Янш.-Норв. Кунтан эпир кайсассăн, умăртан хыçăр тесе ан калăр. || Задняя часть одежды. Регули 1128. Сăхман хыçĕ çĕтĕлнĕ. || Спина. N. † Пурçăн явлăк пуçăмра, хрансус явлăк хыçăмра. СПВВ. Умна-хыçна чипер пăхса çӳре. Наблюдай за собой. Пазух. † Атя, тăван, ăсатам, çаврăн, хыçна тӳрлетем. Альш. Тырра килĕшсен, çурăм хыçне паллă тăвать. А.-п. й. 89. Тепĕр кунне хай Сахар çумне пуртă хĕстерчĕ, хыçне çакрĕ пăчкине, хăй платникле тумланчĕ, сухалне йăлт хыртарчĕ, хуланалла уттарчĕ. || Послед. Альш. Ача хыçĕ — ача çуралсан, кайран ача хыçĕ пулать. Ib. Ĕне хыçне пăрахман-ха (послед). КС. Тюрл. Выльăх хыçĕ, послед. Нюш-к. Сурăх хыçне пăрахаймарĕ-ха. Скотолеч. 9. Хыç пăрахнă чухне (конематка) хыçне туртса татма юрамасть, вăл хăех тухса ӳкет. Ib. 28. Тавлăкчен хыçне пăрахаймасан (ĕне) выльăх лекĕрне илсе килес пулать. Ib. 28. Ĕнен хыçĕ час тухмасть. СТИК. Хыç пăрахнă (сурăх, ĕне, пăруласан). См. ача хыçĕ, хыççи. || Употребляется в качестве послеслога: за, позади, сзади, вслед за, из-за. Регули 1129. Йывăç хыçне тăчĕ. Встал за дерево. А.-п. й. 21. Çутта курса çаксем патне кашкăр пырса тăнă та, çапă купи хыçне пытанса ларнă. К.-Кушки. Кушак кайри урипе хăйĕн хăлхи хыçне хыçат. Кошка чешет задней ногой себе за ухом. А.-п. й. 56. Йăва кашкăра та хăйĕн малтанхи юрринех юрласа катартрĕ те: усăк тута кашкăр тус, эс те тытса çиеймĕн,— тесе йăлт кăна курăнчĕ. Кашкăрĕ ун хыçĕнчен хăвалама пуçларĕ. Качал. Каччисем ăштарах? — Салтака кайса пĕтнĕ.— Салтаккисам ăштарах? — Питĕрпе хула хыçĕнче. N. Алăк хыçĕнче итлесе тăрать (т. е. за затворенной дверью или за подуотворенной). КВИ. Алăк хыçĕнче анчах ура сасси илтĕнет: унта хуралçă салтак утса вăхăт ирттерет. Только слышно:— за дверями звучно-мерными шагами ходит в тишине ночной безответный часовой. ГФФ. † Анкарти хыçĕнчи (за гумнами) посуне тапун яччăр малашне. N. Эпĕ ун ĕнси хыçне (за шиворот) улма ятăм. А.-п. й. 40. Халь тилĕпе улатакка Такмак ялĕн анкарти хыçнелле шăвăнчĕç. Орау. Лере пашне хыçне кай, кĕпĕрнатăр тухиччен кайса килен, терĕ. Тухрăм та вĕçрĕм пашне хыçнелле. N. † Утильнайĕн хыçĕнче ялан утил капанĕ, ирпе каç та тухса пăхать утильнайăн вахтăрĕ. N. Пӳрт хыçĕнчен пăхрĕ (из-за угла). N. Эпĕ те сан хыçранах пахчана тухăп. НР. † Шашкă йыттăм ман та порччĕ, карĕ поль мулкач хыçĕнчен; савнă сар тос ман та порччĕ, карĕ поль сар яш хыçĕнчен. Гончая собака у меня была, да ушла, видно, за зайцем. Подружка у меня была русая, да увлеклась, видно, русым парнем. Орау. Пирĕн хыçран килекенни, или пирĕн хыçран килекен; пирĕн хыçран пыраканни (тот, который идет за нами). А.-п. й. 74. Пĕр-ик çавра юрларĕ те, хăй хыçĕнче такам юрланине илтех кайрĕ. Пропел два куплета и слышит: позади его кто-то поет. Юрк. Тиекĕ вăл мĕн каланине ун хыçĕнчен çырса пырат. N. Çынсем хыçран, за другими. Баран. 55. Кимĕ-мĕн ан хăварăр, хыçăртан хăваласси (погоня за вами) ан пултăр. КВИ. Ватă юман хыçĕнчен шуйттан татах хĕтĕртет. || Регули 1312. Вăл пичĕш хыçĕнче порăнчĕ.

хыçăнсем

едущие за невестой. N. Илсе килнĕ Сантăр хĕрĕ Санькка хыçăнсем килмен-ха.

хир качаки

дикая коза. Б. Олг. Якейк. Хыт ахракан ачасене хир качаки пак сикет теç. Сред. Юм. Хир качаки, серна. Ишек. Хир качакисем пучĕç, тет. Хора-к. Хир качаки-мĕн курмарăм, шур хӳмене курах карăм. N. Анкартинчи хир качакине çавăрса илсе пулмарĕ. || Назв. птицы. Кубово.

хирĕç

(хирэ̆с’), против. Регули 1304. Эп старика хирĕç лартăм. Ib. 1303. Çиле хирĕç килтĕмĕр. Вăл мана хирĕç килчĕ. N. Сăмсапа сăмса хирĕçех тăмалли çĕре лекрĕмĕр. || По направлению к. Альш. Çухрăм çурă çав яла хирĕç килтĕмĕр. || В (предлог). К.-Кушки. † Тăва хирĕç килтĕмĕр, çавăнпа утсем ывăнчĕç. Альш. Пĕчĕкçĕ лаша — тур лаша, тăва хирĕç туртĕ-и-ха? || Лицом к. Юрк. Тӳртĕн ан вырт, хирĕç вырт. Ой-к. † Арăм та хитре тесе, хирĕç пăхса кулас мар. N. † Хирĕç пăхса авăтать. Кукует, обратившись к ним головой (противоп. тӳртĕн пăхса). Чураль-к. † Хирĕç пăхса кулакан пирĕн варлисем мар-и çав? N. † Тури касăн хĕрĕсем качча хирĕç тăраççĕ, пирĕн касăн хĕрĕсем качча тӳртĕн тăраççĕ. || В сравнении. Рак. Ăна хирĕç нимĕн те тăмас вăл (не стоит). БАБ. Чӳк тавраш кĕллине çав старике хирĕç ăсти пирĕн ялта та çук. N. Начар сухаласан лайăх çĕр çинче те тырă начар пулать, уна хирĕç начар çĕрех лайăхрах тĕплерех сухаласа тырă аксассăн унта та тырă лайăх пулĕ. Юрк. Кĕсем вĕсене пăхнă çĕрте саманине хирĕç пит пысăк патшалăхпа пурăннă. || В ответ, в ответ на. N. Мĕншĕн эсир ырра хирĕç усал турăр? Альш. Унта ахăл-ахăл тăваççĕ. Вĕсене хирĕç вăрманĕ янраса тăрать сассисене илсе. N. Вара ăна хирĕç упăшки: эпĕ, терĕ, нимĕн те калама пĕлместĕп, терĕ. Юрк. Хирĕç (в ответ) çапма çук (т. е. дать сдачи), нимĕн тума хал çук. N. Мĕн пурне те хирĕç калать, хăйне курас çук. (Сасă). А.-п. й. 29. Мĕн мĕнле майпи-качки, тухăпăр та тарăпăр вăрмана. Эпĕр çуккине курсан, вĕсем хăйсемех хыпăнса ӳкĕç,— тет кăна хирĕç качака таки. Ib. 21. Тепри çаппа çăтăр-çăтăр хуç-каласа хирĕç калать: Эпĕ халь тин çичĕ кашкăр çирĕм те, сан валли юлчĕ-ши ара? — тет. Ib. Халь çавсене тытма каятăп,— тет кăна хирĕç утар хуçи. || Навстречу. Баран. 26. Хăй çавăнтах кашкăра хирĕç пĕр кĕтӳ йытă кăларса ярать. Ала 63. † Кĕтнĕ те хăнăр пулсассăн: килях та, тесе, чупса тух. Кĕтмен те хăнăр пулсассăн, пире те хирĕç чупса ан тух. Байгл. Часăрах хирĕç тухрăм та, мĕн пулнине каласа патăм. Имен. Аçуна кала, вăл мана хирĕç ан тохтăр. Ib. Тол çутăлма пуçласан, çынсам хирĕç пума ( = пыма) пуçларĕç. ГФФ. † Хирĕç тохма Натьок пор. Выйти (мне) навстречу — у меня есть Надя. А.-п. й. 9. Ăна хирĕç мулкач пырать. Ib. 16. Пĕр вар хĕрринчен куна хирĕç тем пысăкĕш кăвак кашкăр сиксе тухрĕ. Ib. 11. Пырать кĕсене хирĕç упа. Регули 1303. Вăл мана хирĕç килчĕ. А.-п. й. 56. Кайсан-кайсан, Йăвана хирĕç пĕр хитре хăмăр тилĕ сиксе тухрĕ. || Наперекор, против. N. Нумайĕшĕ ăна хирĕç пыраççĕ. Сунт. Эпĕ мĕн, эпĕ хирĕç мар. || Баран. 124. Упа лăпкă пурнăçа юратать... Хăйне пит хĕсĕк киле пуçласан тин хирĕç тапăнать. || N. Малалла ăшша хирĕç мар, сивве хирĕç. || N. Шăматкуна хирĕç эрнекун. Якейк. Эрнекона хирĕç карăмăр. Поехали в четверг вечером. N. Шăматкуна хирĕç каç. || На. N. Вăл мана хирĕç сиксе тăчĕ. || Изамб. Т. Хирĕç йывăç çурăлмасть. || Вредный, приносящий вред, зло. N. Пур тĕрлĕ хирĕç хаяра та сирсе яр. || Упрямый, назойливый. N. Унăн ачи хирĕç. Его мальчик упрям, назойлив. Ib. Хирĕç çын. N. Хирĕç = кутăн. N. Хирĕçрех çынсем, неуживчивые люди. || Упрямство. N. Хирĕçĕ пур унăн. Упрямство у него есть. || Близкий, кровный (о родстве). N. А хирĕç брак не разрешался и в очень дальних степенях родства.

хирĕç вăрăнни

назв. болезни. Т. Григорьеаа. хирĕç вăрăнсан юмăçсем патне çӳренĕ. Юмăçсем пĕр ывăçа кĕл илеççĕ те çынннне месерле выртараççĕ. Самай пуç тĕлĕнче çаварма пуçлаççĕ те çапла калаççĕ вара: „çĕр таврăнать — таврăнтăр, хĕвел таврăнать — таврăнтăр, уйăх таврăнать — таврăнтăр, çăлтăр таврăнать — таврăнтăр, ял-йыш вăрçса кĕчĕ пуль, кӳршĕ-аршă вăрçса кĕчĕ пуль, сутник-теçетник вăрçса кĕчĕ пуль, арçын вăрçса кĕчĕ пуль, хĕрарăм вăрçса кĕчĕ пуль, сăмахпа чĕнчĕ пуль, сурчăкне сурчĕ пуль, пурте çакăнпала ĕçсе-çисе тухса кайтăр“,— теççĕ те уна, кĕлне кăларса тăкаççĕ те, тата пĕр курка шыв илсе çаплах калаççĕ те, уна та кăларса тăкаççĕ вара. Ягудар. „Икĕ çын ятлаçнă тĕле пулсан, хирĕç вăрăнать. Хирĕç вăрăнсан, поç ыратать, хăсăк килет. Çынна хирĕç вăрăнсан, виç пĕрчĕ хаяр çырли çитереççĕ. Сĕтĕкенне (сок) çăтас полать, йолашкипе çамкана сĕреççĕ, кăкăра сĕреççĕ“, вара хирĕç вăрăнни иртсе каять пулать. Ib. Олма вутине варсăр полсан çаççĕ. Хирĕç вăрăнсан таçаççĕ. Ст. Чек. Хирĕç вăрăнни — çилĕ ӳкни. „Вăл вăрçнă çынна хирĕç пулсан ӳкет, е вăрçнă çын пырса кĕрсен. Çил ӳкни тепĕр чух çынна вĕлерсе те пăрахать. Хăшин çилĕ хаяр пулать: йывăçа та хăртать“. Курм. Хирĕç вăрăннинчен сыватас тесе, пирĕн çакăн пек сăмахсем каланă: „Ылтăм йĕтем, ылтăм йопа; ылтăм йопая хăнча вăрăнчĕ ӳкерчĕ, çавăн чохне тин вăрăнтăр. Кĕмĕл йĕтĕм, кĕмĕл йопа; кĕмĕл йопая хăнча тăм-хаяр вăрăнса ӳкерчĕ, çавăн чохне тин вăрăнтăр мана тăм-хаярĕ. Пăхăр йĕтем, пăхăр йопа; пăхăр йопая хăнча тăм-хаярĕ вăрăнса ӳкерчĕ, çавăн чоне тин вăрăнтăр мана“. См. Магн. М. 152.

хисеп

(х’изэп), счет, количество, число. Юрк. Çапла илсе кайнисенчен пăсăк çынсем нумай тухнă та, хисепе тулман. N. Алла шĕвĕн тухсан, пĕр патак татки илсе, ун çине шĕвĕн хисеп тăрăх карт туса, çын патне пăрахаççĕ, тет. N. Вĕсем çапах куланай ытлашши парса тăман, хăй çĕрĕ хисепĕн анчах тӳленĕ. Баран. 90. Тăвĕ çӳлех мар, тӳрех виçсе хисеп тусан, виç-тăват çухрăм анчах. N. Халăхран уйрăм хисепреччĕ. N. Алăсăр, урасăр-хисеп илет. (Пăтавкка). Н. Карм. Аслă çул хĕрри пушăтлăх, иртсе çӳрен пĕлĕ хисепне. Пазух. † Самар шывĕсенĕн хисепĕ çук. || То, что причитается. Баран. 83. Вăл (подросток) çитĕннĕ çынпа тан ĕçлесе пырайман, çавăнпа хăй хисепне пĕтĕм ушкăн валли апат хатĕрлесе тултарать. || Время. Ст. Чек. Хисеп килеймен-тĕр-ха. Видно, еще не настало время. || Честь, почет. Альш. Хуçа вара хĕрсене, çав хисепе тунăшăн, килĕнчен тухса кайнă чухне пĕр пилĕк пус пек, вунă пус пек укçа парать. N. Мухтав та, хисеп те парса пилленĕ ăна. Турх. Вĕсем виççĕш пĕр пулса, ялан хисеп шыранă. || Почитание, благоговение. || Баран. 131. Тăм çĕрĕн çиелти сийĕнче пулать (встречается). Вăл минерал хисепĕнче çӳрет. || Мысль, ум. N. Ялан вăл пĕр ĕçĕшĕн тăрăшса ларать, мĕн тăвас ĕçĕ унăн хисеп çинче. Ст. Шаймурз. Калаçма хисеп кирлĕ, сӳс тӳме кисеп кирлĕ. (Послов.). || Участь. Баран. 186. Кайран-кайран вĕсене те лешсен хисепех çитнĕ. Регули 1295. Кăлăх хисепе ан попле ытлашши. Ib. 1282. Хисепе ма поплен? Ib. 1282. Пĕр хисепе ан кил.

хисепсĕр

без счета много. Юрк. Изамб. Т. Çывăрма та памаççĕ, хисепсĕр ача-пăча (много их). || Без времени. Изамб. Т. Хисепсĕр тырă вырма каймаççĕ (без времени). || Без почета. N. Кăвак хут укçа пичетсĕр, пирĕн атте хĕрĕ хисепсĕр. || Бесчестие. N. Тепĕр кун çав усал Иринана хăй патне чĕнсе илсе: асаплантарăп, хисепсĕре кăларăп, тесе хăратма тытăннă.

ху

ты сам, себя. КВИ. Эпĕ асап курнишĕн ху айăплă, эпĕ мар. N. Эсĕ ху, ты сам. Юрк. Ху пĕлетĕн, эпĕ уншăн хĕрĕх тенкĕ тӳлерĕм. КС. Ху патна, ху пек. N. Ху пĕлсе ху пурăн, тенĕ. А.-п. й. 16. Илсе кай мана та хупа. СТИК. Ху каланă сăмахă хăна çаврăнса çиттĕр. (Ылханнă çынна хирĕç тавăрса калаççĕ). || Твой, свой. N. Хăвăнтан ан кăлар. Не расходуй своих денег. N. Эсĕ ху укçуна çухатрăн. А.-п. й. 45. Ларт хăвăн çурăму çине утлантарса, вара çул кăтартăп. Посади на свою спину, тогда покажу дорогу. Альш. Ялта ырă çын кирлĕ, ху тенĕ çин кирлĕ: ялпа ял пĕр тăрат. N. Эсĕ уншăн кулянса, çунса ан пурăн, санăн ĕнтĕ хăвăн хăвна çитрĕ пулĕ. N. Ху чĕлхӳне пĕлекене нумай çăмăл пулать тĕнчере пурăнма. Юрк. Йытă пӳрт çине пăхса улани çын вилессе пулат. Ху пуçна пултăр, тесен çынна сиен пулмаст. Тип-Сир. Пичĕшĕ ăна каланă: халĕ мĕнле кайса илес ĕнтĕ ăна, тенĕ. Шăллĕ каланă: эй, ухмах! ăçтан кайса илен ăна, кайсассăн та ху пуçна çиме кайни анчах пулат, тенĕ. Эльгер. Чăваш çынни, паттăрлан; ху ĕмĕрне ан çывăр.

хулăм

калым. N. Каччă ашшĕсем хăйсемпе пĕрле хулăм укçине илсе пыраççĕ, вăл укçасемпе вара хĕр çемйисем парне тăваççĕ. Янш.-Норв. Хулăм мĕн чухлĕ паратăн? Пшкрт. Мĕн чольă холăм парса. ЧП. Хĕр хулăмĕ. || Сред. Юм. Тавар илсен, мĕн чул патăн-ха куна, тесе калассине, хулăм хаклă-и, тесе ыйтаççĕ.

хулху

крупный, высокий (о лошади). Орау. Хулху = пысăкрах. Сан лаша маннинчен хулхурах, пĕтеврех, çӳллĕрех. Ib. Манăн лаша саннинчен хулхурах (побольше корлусон и вышиной). Ib. Паян пасара пĕр турă лаша илсе тухнă, хăй чух (немного) пирĕн хура лашаран хулхурах та çав, хитре тенипе хитре çав. || Толстый. N. Хулху = хулăн (толстый, выльăх, çын). || Якейк. Шор колачне касмашкăн холху çĕççи кирлĕ, тет, холху çĕççи тумашкăн тияк ачи кирлĕ, тет. || Удобренный навозом (о земле). Якейк. Холху çĕр = навослă çĕр. || Неплотно, неполно, слабо. Икково. Холху тăянă ( = тиенĕ). Шорк. Арпине мăйăха пит холху тултарнă. (Очень слабо набито). Якейк. Вăл мана пĕр пăтакка омма холху пачĕ ( = кĕт тулимирах пачĕ).

хумхав

развевающийся. Альш. Мамăк минтер çине хумхав чаршав исе ларт. Ib. Ах аттеçĕм-аннеçĕм, кунтав эпĕ кайсассăн, илнĕ карăнтăк ялтăрĕ, хумхав чаршав хумханĕ, мамăк минтер хăпарĕ, ылтăн чĕкеç юрлĕ. (Хĕр йĕрри). Ib. Эх аннеçĕм, аннеçĕм, эпĕ ларнă вырăна хумхав чаршав илсе кар. (Хĕр йĕрри).

хунĕн

род. п. ед. ч. от местоим. хăй; свой. Тораево. Арăмĕ хунĕн пирне илсе хатĕрленчĕ, тет, тухрĕç, тет те, карĕç, тет. См. хăй.

хупах

хопах, оболочка зерен. Якейк. Сĕлĕ почахне алла илсе йăваласан, каран вĕçтерсен хопаххи вĕçсе каять, чăшши тăрса йолать. Çав сĕлĕ хопаххине авăн аштарнă чох авра, теççĕ,

хуплу

хоплу, пирог. КС. Хуплу, пирог на сковороде с мясом. Сред. Юм. Хуплу, круглый пирог с мясом или с ягодами, рыбой, закрытый сверху, на сковороде из пшеничной муки или из смешанной с пшеничной. Ст. Чек. Хуплу, круглый пирог с начинкой из мяса и крупы (закрытый). Хурамал. Хуплу, пирог закрытый с мясом или рыбой на сковороде. Тюрл. Хоплу, круглый пирог из говядииы с крупой на сковороде. Н. Седяк. Хуплу, çатма çине чуста сарса ун çине çăмарта пăтратса яраççĕ, вара кăмакара пĕçереççĕ. М. Тиуши. Хур ашĕ хуплу çиес килет. N. Аш пулсан хуплу тăвăттăм та, çăнăх çук, тесе каларĕ, тет, ĕлĕк пĕри. Охотник. Хуплу, особенно приготовленное заячье мясо в тесте. Слакбаш. Куян хуплăвĕ, çăмарта хуплăвĕ. Хурамал. Çăмарта хуплăвĕ. ЧП. Ашĕнчен хуплу турăм. Н. Кунаш. Çиессĕм килет, ĕçессĕм килет, кăмакарн хуплу енелле чунăм туртать-çке. Разг. С. Мих. 18. Хоплу — „караваец“. Сред. Юм. Хôплу, çаврака какай кокли. Ib. Хăна чĕнсе сăра ĕçекен çын патне ялти ратнисĕм хуплу пĕçерсе илсе каяççĕ. N. Потĕр-потĕр потени лаптак корăк йоратать, эпир хамăр çавнашкал поçламан хоплу йорататпăр.

хур

хор, класть, ставить, положить, поставить, строить. Ст. Чек. Кĕнекене минтер айне хутăм. Я положил книгу под подушку. А.-п. й. 4. Асаттепе иккĕн çĕклесе хума тăратпăр — хураймастпăр. Ib. П. Ваçлей нушана епле лектернине, ăçта хунине, епле çавăнтан вара пурнăçĕ малалла кайнине хунĕне тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕ. Василий рассказал тестю обо всем подробно: как он поймал нужду, куда положил, и как с того времени жизнь у него пошла хорошая. Ib. 71. Илсе хурас ăна кӳме çине, тет вăл ямшăкне. Ib. 71. Вилнĕ кашкăра кӳме çине илсе хураççĕ те малалла вĕçтереççĕ. Ib. 54. Йăви хăвăртрах сивĕнтĕр тесе, чӳрече çине пырса хучĕ. Ib. 94. Шурă халат тăхăнса, тухтăр пекех тумланса, сарă чăматан йăтса, тĕрлĕ кĕленче хурса, ĕне хӳрине чиксе, хуллен утать хулана. Ib. 77. Каçхине Ваçлей лаша кӳлчĕ те, нушана тытса хупнă арчана урапа çине хурса, вăрмана тухса кайрĕ. Вечером Василий заложил телегу, поставил сундук, взял железную лопату и отправился в лес для похорон нужды. Ib. 68. Çăнăхпа пĕрле вăл Пӳрнескене те илсе кĕчĕ, тет те, çăнăхне аламасăрах кăвас хурса лартрĕ, тет. КВИ. Анчах шăлнĕ укçине хăйĕн айне хурса ларнă. ГФФ. † Кăвак сăхман илемсĕр сак çинче хорса каснăран. Серый кафтан некрасив потому, что его кроили на лавке. Регули 854. Ман тырă (тыр) питĕ нумай, ташта хома вырăн топас. Н. Седяк. Вăя пуçланă чух шăпа тытса çăпатасене хурала хураççĕ (кладут под охрану). N. Кĕлте çыхнă чухне çурлана хулпуççи çине хураççĕ. ЧП. Атьăр тутăр кумар-и, варрине хура хурар-и? Янтик. Есир япалусене çакăнта хурайрăр. Ib. Килсен кала вĕсене, япалисене çакăнта хурайччăр. Ib. Эс, Хветĕр, çурлуна çакăнта хурайăр, никам та илес çук ăна. N. Урăх çĕрелле кайса хуман-и? Не положила-ли куда-нибудь в другое место? А.-п. й. 66. Пĕр карчăк кăмака умĕнчи кашта çине типĕтме вутă хунă, тет. Ib. 106. Çавăнта сарайне кайса хур, теççĕ хуçисем. Якейк. Тепĕр рет хорса каяс. Надо начать класть новый ряд (напр. кннг). N. Тăхлаччи пиçнĕ хура пĕр-пĕр савăтпа сĕтел çине пырса хурать. N. Эсĕ лашăна юпа çумне хур, ху тăрăх сак çине лар. N. † Айăм, айăм темесен ая минтер хумĕçĕ. НР. † Çырма орлă каçă хотăм. Мостки устроил через речку. Султангул. † Эсĕ леш енче, тăван та, эп ку енче, кил иксĕмĕр хурар та ай каçмине. Хуратсăн хур каçмине ай çӳçерен, пусмассерен вăль-вăль та ай авăнтăр. Н. Карм. Каçмăрсене хурсан çирĕкрен хурăр, каçмассерен каçмăр авăнтăр. || Прикладывать, приложить. N. Вăл хăлхине ĕçчена çумне хунă та итлет. Он приложил ухо к стене и слушает. О земл. Кĕнеке тăрăх мĕн пĕлнине ĕçе хума тăрăшаççĕ. N. Çитмĕл çула çитрĕм, çын çине алă хурса курман. || Ударить. Альш. Çакă çĕлен Ивана пырса хучĕ, тет (ударил). || Класть больного в больницу. Кан. Кусене эпĕ хамăр Пеловолшск пульнитсине хутăм. Сборн. по мед. Дифтеритпа чирленĕ çынна часрах больницăна хумалла, е ун патне доктора чĕнсе килмелле. || Привернуть (оглобли). Торп-к. Старик вăрмантан килсе торта хочĕ, тет (привернул). N. Кĕркури турта касса тухса хурать те, урапи çине хăпарса ларса, татах малтанхи юррах юрлать. || Пришить. N. Кĕрĕк çине хур. Пришить к шубе (о воротнике). ТХКА. 71. Çăварнире лаша ĕрĕхсе çурна кĕрĕкĕн çаннине çĕнĕ тир татăкĕпе анне пит лайăх сапланăччĕ, йăллисене çĕнĕрен хунăччĕ. || Заплатать. N. Йĕм çине тăхăрвун пилĕк саплак хунă пулнă. || Натягивать (о струнах). Якейк. Кĕслея çĕнĕ хĕлĕхсем хочĕç (натянули). || Набираться. Урож. год. Нӳрĕпе хăват хурса çитĕнеççĕ хумханса (травы). N. Самана лăпкă тăрсан, эпĕ хăват хурăттăм. || Ставить (самовар). Янтик. Кĕпер пенчи сăрлă юпа ут кăкарни пирĕн у ( = вăл), сăмавар хурса сахăр катни шур явлăкли пирĕн у. || Поставить (охрану). N. Халĕ (1906 ç.) вырăнĕ-вырăнĕпе хурал хунă, е салтаксем тăраççĕ, е казаксем çӳреççĕ. || Ставить в банк (в игре в карты). Орау. Малтан пĕрер тенкĕ хурса вылярĕç. Унтан икшер тенкĕ хура пуçларĕç. || Закладывать, заложить. Альш. 15 тенкĕ парса ятăм та, тăлăпне хăварчĕ хурса. Юрк. Хупаха хур. Заложить в кабаке (вещь). Ib. Хупаха хурса эрех ĕçеççĕ. || Начислять. N. Ун чухне банк укçана пит пысăк процента хурса пама пуçланă. || Творить (ставить) тесто, замесить. Юрк. Кăвас хур. N. Кӳптĕрме хур. Сред. Юм. Колаç хорса лартрăм. (Колаç пĕçерме чоста хорса лартсан çапла калаççĕ). Хурамал. Сăрана хатĕрлесен тепĕр кун ирхине икерчĕ хураççĕ те, каç икерчине пĕçереççĕ. || Назначать на место, на должность. Пухтел. N. Сана каллех ĕлĕкхи вырăна хурĕç. Альш. Унта вĕсем хăйсен хутлăхне пĕр хĕрне касначчея хураççĕ. Истор. Аслă княçа иккĕшинчен пĕрне хурасшăн пулнă. N. Пирĕн ялта шкул уçнă, унта çав Волкăва хăйне тиректăра хунă. Чăв. й. пур. 26. Сана куланай пухма хуратпăр. Ib. 26°. Сана куланай пухма хурасшăн, тенĕ. || Определить, установить. N. Вĕсем пĕтĕм халăх çырăва вĕрентĕр тесе çĕнĕ йĕрке хунă. Орау. Атăсене икĕ мăшăрне те кайса парас: хăшне тӳрлетет, вара пĕр мăшăрне хăй илсе тӳрлетнĕшĕн укçа хури (хурĕ-и)? N. Вут тупăнмарĕ, ыттине ĕçе хунă. || Решать. N. Йышăнмасан укçа пама пăрахăç тума хунă. || Накинуть. П. Патт. 13. Темĕскерле çын кĕрĕкне хулпуççи çине хурса тухрĕ. || Прикрытый. И. Тукт. Кайсан-кайсан, Ульянасене пĕр чăптапа витсе хунă лав тĕл пулчĕ. || Приказать, велеть. N. Çаврăнма хуратна, анма хуратна юланут çинчен? (Такмак). || Подать в суд. Чăв. й. пур. 210. Эпĕ каçармастăп, манăн ача вилет, эпĕ сута хуратăп, тенĕ. СПВВ. Сута хучĕç. || Чув. пр. о пог. 278. Хĕлле юр сакăн-сакăн пусма пек картлашкаллă пит нумай хурсан, çулла тырă-пулă пит лайăх пулать. Если зимою очень много насядет снегу ступеньками, как у лесенки, летом хлеб будет очень хороший. || Уродиться, родиться в кого. Юрк. Такам шуйттана эсĕ хунă! Ib. Митукăн амăшĕ те шарт тĕлĕнет: „Ачу масарĕ ку Митук, кама шуйттана хучĕ-ши? Пирĕн йăхра никам та ун пекки çукчĕ-çке“. N. Вăл амăшне те, пиччĕшне те хуман, пит çемçе çын пулнă. Регули 923. Пĕтĕмпех хама хунă. ÇМ. вăт. || Значит, надо полагать (?). Рукоп. календ. 1908. Шикланаççĕ хур.|| Почитать, ставить во что. N. Илтмĕтĕм сирĕн сăмахăра, чунăм чухлĕ хуратăп кăмăлăра. ÇМ. Этем чунне — выльăх чунĕ вырăнне ан хурăр. N. Эсĕ ман сумаха сумах вырне хумарăн. N. Пирĕн ватăсене чыса хураççĕ. Дик. леб. Çакна хăнăрсене чысламалли тĕслĕрен ĕçме-çиме вырăнне хурса выльăр. N. Кăмăл хурса, хĕрхенсе ман айăпа каçарсам. || Составить, сложить. N. Микула геройсене мухтаса юрламалли çĕнĕ юрă хучĕ. || Сравнивать. N. Петĕр çын чĕрине çăлкуçĕ майлă хурат.|| Зачесть. N. Эсир мана ку ĕçшĕн айăпа ан хурăр, тенĕ. N. Мана винавата хуран. N. Çавна та ĕнтĕ айăпа хуратна? || Давать (имя). Яжутк. Пирĕн ялта пĕтĕмпех (все) Шăнкрин ятлă, ахаль пуп çавнашкал хунă. || Девать. Хĕн-хур. Ачасене ăçта хурас! Вĕсене те пăрахас-и-мĕн? Толст. Çиллĕме ăçта хурам-ши? Юрк. Ай-хай, арăмçăм, сарă арăм, çта хурĕç-ши манăн чунăма? Чем люди живы. Кала эсĕ, укçăна ăçта хутăн? тет Матрӳне. Альш. Килĕнче хăйĕн пурлăхне ниçта хура пĕлмен. Ib. Сирĕн пек лайăх çынсем умĕнче ырă сăмахăма ăçта хурам-ши? Ал. цв. Каялла çаврăнса пăхать те, ниçта алă хума та вырăн çук. || Наливать. N. Сăра хур, наливать. || Пить. КС. Сăра ĕçтернĕ чухне: хур, хур, тесе сĕнеççĕ. || Оценивать. N. Хамăрне 50 тенке хутăмăр. Орау. Сурăха пĕр тенкĕ хучĕç. Оценили овцу в рубль. || N. Эсир канаш тăватăр пулсан, эпир ăна пĕтерĕпĕр; эсир пĕр-пĕр сăмах хурсан, вăл сирĕн пулмасăр юлĕ. N. Хампала иксĕмĕр хушăмăра эпĕ сăмах хуратăп. || Быть принятым. П.-Пинер. Пасара кайсан çын вали кулаç илме хуман. N. Уяра хирĕç юпăнчă илме хунă. N. Ывăла шаннă — хуран çеккĕлинчен тытма хунă тет, хĕре шаннă — алăк хăлăпĕнчен тытма хунă тет. || Потратить. Календ. 1907. Çĕре тухăçлăрах тăвас тесен, ăна ĕçлеме вай нумайтарах хурас пулат. || Пожертвовать. N. Вĕсем халăха ирĕке кăларасшăн хăйсен пуçĕсене хучĕç. || Развести (огонь). НР. † Уй варрине вут хуртăм. Среди поля я огонь развела. А.-п. й. 21. Такасем, пĕр-пĕринпе тĕкĕшессине шанса, шăнасран çапă пуçтарса вут хунă. || В чувашизмах. ЧС. Вăл (лошадь) е хирте е картăшĕнче ирĕк çӳренĕ чухне, ун патне тытас тесе ют çын ан пыра хур (и не думай подходить), хăна пĕр систермесĕр шартлаттарса тапса яратчĕ. N. Эпир çав ӳсĕр пекех пулас мар, хамăр ăса çухатсах хурас мар. Халапсем 27. Тархасшăн ан кая хур (не уходи), эсĕ пире тĕрмере çĕртсе пĕтеретĕн. Юрк. Ан кая хур. Не вздумай пойти! Чем люди живы. Çимун Михала ĕçне пырса пăхнă та, шартах сикнĕ: Михала улпут таварĕнчен вилнĕ çын пушмакки çĕленĕ хунă. Конст. чав. Инке каллех: ан ухмахланса çӳре хур эсĕ, ачам, апла, терĕ. См. Магн. М. 263. || В качестве вспомогательного глагола. Оп. ис. ч. II. Виçтерсе хур, эп пырăп. Вели взвесить, я приду (и возьму). Ib. Вăл çаран çине кĕре ан хур — пĕтрĕн вара. Не вздумай пойти на эти луга — погибнешь. ГФФ. † Мана савнă сар ача шотласа хонă ылтăн пек. Мой размиленький красавчик — ровно считанное золото. Оп. ис. ч. II. Лашине витине хупса хурат. Ставит дошадь в конюшню. Ib. Çил тухиччен акса хурас. Надо (заранее) отсеяться, пока нет ветра. Ib. Тĕтĕрсе пĕтерсен, шăналăка карчĕ те хучĕ. Окурив, она задернула полог. А.-п. й. 53. Кашкăр йăпăр-япăр тĕпсакайне анса кайрĕ. Йытти сакай алăкне шăнкăрт хупса хучĕ те, пас кăларса вĕрме тытăнчĕ. Когда волк забрался туда, собака захлопнула крышку, а потом принялась лаять. Ib. 90. Мĕн пур йăвăç купинче мачча кашти курăнмасть. Тупса хурсан кашталăх, тытăнăп тин ĕçлеме. Ib. 91. Çав вăхăтра Сахарĕ çыхать хурать улпута. Ib. 82. Хайхисем килĕшрĕç те, сумккăпа кив капансене улăштарса та хучĕç. Альш. Унтан (она) кукша качакине илет те, хăй качакине çыхса хурат, тет. N. Çапла вара илемлĕ чĕлхене пăсса хураççĕ. Чăв. й. пур. 33°. Ивана хăне ĕçтерсе ӳсĕртнĕ те, пылне вăрттăн илсе хурса сута-сута янă. N. Ухмах çынна ан хирĕçтере хур, вăл тем те туса хума пултарать. Янш.-Норв. Çапла вĕсем вара çураçса хураççĕ те, туй тума япаласем хатĕрлесе хураççĕ. Регули 958. Ĕнер туса хорас мĕн сирĕн. N. Сухи пуçпе сӳрине сухаласа пĕтернĕ ана çинчен тепĕр ана çине кайса хучĕ. Халапсем 15. Хай упанăн икĕ хăлхинчен ярса тытса часах урапине кӳлсе те хурать. N. Агаша йĕре-йĕре Корней пичĕ çине таса тумтир витсе хунă. N. Палач вĕрене хăвăрт туртса илнĕ те юпа çумне çыхса хунă. N. Çитсен (по прибытии) мĕн тăвассине вăл малтанах вĕрентсе хунă. Истор. Ывăлĕсене вăл хăй сывă чухнех пĕрер хула парса хунă. Шăна чир. сар. 19. Шăнасене пистерттерет, нумайĕшĕ тата вырăнтах шăнасене вĕлерсе хурать. N. Пĕр кулак çапла каларĕ, тет: „Пире пĕтĕмпех пĕтерсе хурасшăн“, терĕ, тет. N. Ӳсечен (?) çăнăх исе хурайтăн-а? N. Авал пĕр пысăк пуçлăхран ыйтнă, тет: „ Эсĕ тĕрмене лартакан çынсем хушшинче пит лайăх çынсем те пур-тăр-çке? — тесе. Пуçлăх пăртак шухăшларĕ, тет те, каласа хучĕ, тет. N. Тепĕр çын тата. „Чăн пирĕн çарансем питĕ начар, анчах вăл выльăх çӳренĕрен мар, çулсем çапла килчĕç“, тесе хучĕ. N. „Çапла вăл, Микулай, çапла; Ваçлей пурне те пĕлет вăл“, тесе хучĕ Ерхип. Кн. для чт. 65. Хăйне ниçта кайса хума пĕлмен. N. Каç пулсан пулла кайăпăр тесе ăман чакалтаса хутăмăр. Имен. Ашшĕ ăна хирĕç илме тохать. Алăк оçса хочĕ. Хора-Çирма. Эсир уншăн ятласах хумăр, тесе шутларăм. Думаю (думал), что вы меня не будете за это слишком бранить. (Из письма). Орау. Йăтăнса анса пусса хурĕ (придавит). N. Алтса хур (вырыть). ЧС. Çапла тетен (у брата) сулахай алли типе пуçласан хай этем: „Акă ку керемет çеремĕ хай Михелене мĕн туса хунă, тетчĕ (т. е. что сделал ему киреметь за распахивание киреметевой земли). N. Иле хăйне ырăлăх тунăшăн Якку çапла туса хунă. КВИ. Пиччĕш хăйĕн шăлнĕне чиксе хучĕ укçашăн. N. Хула хапхине хупса хунă. N. Вĕсене епле пĕтерсе хунине (как истребили) илтсеттĕмĕр эпир. N. Чӳрече çумне хĕрлĕ вĕрен çыхса хур.

хуркала

учащ. ф. от гл. хур. ЧС. Çисе тăрансан атте ытлашши япаласене хуркаларĕ те киле кайрĕ. Изамб. Т. Унта вĕсем çулла çывăраççĕ, хĕлле япаласем хуркалаççĕ. Кан. Ун чух кулаксем чылай япаласем илсе хуркаларĕç. N. Пирĕн пичче кĕвĕçĕ, кĕвентепе хуркалать.

хура мырака

рожки (фрукты). Тюрл. Сĕренте кăсяран кăшт кăларса çиме е мăйăр, е пĕремĕк, е хура мырака илсе парăр, N. Хура мырака = хура мăйрака.

хуран

хоран, котел. N. Пирĕн чăвашсем яшкана хуранта пĕçереççĕ. Юрк. Хуранта пĕçереççĕ: кĕрпе пăттисене, паранкисене, вир пăттисене, хуратул пăттисене, пăри пăттисене, пăрçа пăттисене, каснă салмасене, йăпăлти салмасене, татнă салмасене, мимĕрсене, кĕселсене, тинкĕлесене, хуран куклисене, пăрçасене, ашлă яшкасене, çăмарта хăпартнисене, тĕрлĕ выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал, чăх-чĕпĕ ашĕсене, тултармăшсене, юнсене, тата ытти тĕрлĕ шӳрпесене те. А.-п. й. 4. Мулкача хуранта пĕçерме тăратпăр — кĕмест. Хорачка. Эй хорана кĕрмен айкă пĕрчи, ял шотня кĕриместĕн! N. Çăв шапана хуранпа вĕретес пулать те, хĕре çав шывпа çăвас пулать. N. Пĕчĕк хуранăн кукли тутлă, тенĕ. СЧУШ. Çулла хуран çунсан, çумăр пулать, хĕлле — сивĕ. Собр. Хуран айкки çунсан çăмăр пулать, теççĕ. Янтик. Пĕчĕкĕç хуранăн пăтти тутлă. (Мăйăр). Ib. Мăн хуранăн пăтти йӳçĕ. (Йĕкел). Нюш-к. Хурантан пĕр ывăç талĕрсем (пысăк кĕмĕл укçа) ывăçласа: ку матка валли-ха, тесе кĕсене ятăм, тет. О сохр. здор. Тумтирсене хурана вĕри шыв çине ярса пĕр икĕ сехете яхăн пĕр чарăнмасăр вĕретес пулать. N. Хусан тени чăвашла хуран тени пулать. N. Çанталăк хоран вĕренĕ пек вĕрерĕ. Завражн. Йĕс хоран, медный котел. Сунчел. Хурантан çисен хурлăхлă пулан. Ау 34°. Унтан илсе кĕреççĕ те хурана яраççĕ. СЧЧ. Ашĕсене пĕр хуран çинче, пăттине тепĕр хуран çинче пĕçереççĕ. Янш.-Норв. Пуçтарса пĕтерсен çав икĕ теçетски пĕве хĕрне така хуранĕ илсе анаççĕ те, пăттине пĕçерме тытăнаççĕ. Вомбу-к. Хоран кочĕ çонать, ах торă, татах йĕпе полать поль! || Котел (в земле), при игре в шар. СТИК. || Купель. N. Пĕр хурана кĕнĕ.

хурах пус

грабить. N. Ăна хорах поснă. N. Лавккана иртнĕ каç хурах пуснă, 200 тенкĕ илсе кайнă. || Подвергнуться нападению разбойников.

хурăнлăх

березовый лес, березняк. Синьял. Хурăнлăха ан кĕрĕр, курак йăва çаврать, тет. N. Хурăнлăхри пĕренене илсе килнĕ-и? ГФФ. † Хосантан тохакан мăн çолĕ те ик айккипе хорăнлăх. По обеим сторонам Казанского тракта березы.

хурăнташлă-ăру

находящийся в отношениях родства. N. Пурăнсассăн, пурăнсассăн çав йăхсем пĕрне-пĕри хĕр парса, хĕр илсе хурăнташлă-ăрулă пула пуçланă.

хуç

хоç (хус’, хос’), ломать, изломать (вещи). Сет-к. Порт аврине темчол хăтлансан та авса хуçас çок. N. Суха-пуçне Хлимансем купăста йăрань сухалама илсе кайрĕç те, хуçса кӳрсе пачĕç. А.-п. й. 47. Тилли каялла çаврăнса пырать те, шĕшкĕ туя хуçса илсе, тытăнать кашкăра ăшалама. А лиса возвратилась обратно, отломила орешник, взяла волка за хвост и ну стегать его по спине. Ib. 103. Ирхине хĕр йĕке вĕçне хуçса илет те, ашшĕне парса çапла калать... А утром она отломила кончик своего веретена, подала его отцу и говорит... Ib. 69. Инке, аяк пĕрчи хуçатăн,— тесе кăшкăрать Пӳрнески кăвас чĕрес ашĕнчен. Аскульск. Тапарах та сикерех, уратине хуçарах, эпир тепĕре киличчеи çĕнĕ урата хурайĕç. N. Тăрăс! тарас! тапар-и? уратине хуçар-и? уратине хуçсассăн авăспалан саплăпăр. Сиктер. Шывăн леш аякки симĕс хулă, хуçаймарăм ывçăм туличчен. N. Хветĕр арăмĕнне канчалаççине хуçса пĕтерчĕ те, вара кăнчалине унича алăк çине ялав çакрĕ. || Сгибать. К.-Кушки. Алă хуç. Самар. Хăшĕ унта ура хуçса ташлат. Тогач. Пĕр карташ сурăх мый хуçса выртĕ. (Кукăльсем). || Складывать. ГФФ. † Хосан çони хоçмала, хоçсан иккĕн лармалла. Казанские сани складные, если их сложить, можно сесть вдвоем. || Заломить (шапку). ЧП. Хуçрăм лартрăм çĕлĕкме. Собр. Туртнă çыхнă пилĕкне, хуçнă лартнă çĕлĕкне, хĕнемен çынна хăвармасть. (Милĕк). || Колошматить. В. Олг. || Изуродовать. N. Микуçа хăй арăмне халăх кĕлечĕ патĕнче çапса хуçна тĕлте çапса хуçна. Кан. Арăмĕн аллине çапса хуçнă. Изамб. Т. Кăна çăварĕнчен, самсисенчен юн киличчен хĕнесе хуçнă. || Ранить. N. Улпут сыснине улт сыснана петĕм хуçрăм та, пĕр кĕлет какай турăм. А.-п. й. 61. Анчах пĕр пĕчĕк вĕçен кайăк, темле ăнсăртран çунатне хуçнăскер, вĕçсе каяйман та, пĕчченех тăрса юлнă. || Юрк. Яшки пиçнĕ, хуçнă, пырас та çиес. N. Çав такана кăçалхи çул çав пирĕн ачанăн туйĕшĕн тытса пуснă, пиçнĕ, хуçнă, çак туй халăхшĕн хатĕрлесе хунă. || Свернуть. Якейк. Йăвана пĕр конта хуçса прахрĕ, темле осал чир полч (свернуло). || Разорять. Изамб. Т. Юрлăскере тата ытларах хуçса каять ĕнтĕ (разорит). Жатва. Вĕсем ниме юрăхсăр пукра пек, кирлĕ мар йывăç пек, тасисенех усал тăвасшăн пурăнаççĕ, кăлăхах тасисен пурăнăçне хуçаççĕ. Ачач 77. Пĕтĕм пурнăçа хуçса хăварчĕ вăл. || Огорчать. Альш. Ашшĕ-амăшне хуçаççĕ (умирающие дети). || N. Хĕрарăмсем сăмах хуçса калаççĕ (или калаçмаççĕ?) || Сăмахпа çапса хуçаççĕ. || N. Шывăн урине хуç = сивĕ шыва лĕп ту. || Плести (лапти). ТХКА 27. Пысăк, йăвăр çăпата хуçса парса тарăхтартăн мана. НР. † Пĕлтĕр хуçнă çăпатине тор-тор! кăçал туса пĕтертĕм, шеремет! Лапоть, начатый (который начал плести) в прошлом году, в этом году доплел я.

хуçăк

(хуз’ы̆к), обломок. Тюрл. Тата хăшĕ-хăшĕ йĕп хуçăккисем пăрахса пыраççĕ (бросают на ходу). (Хĕр сухи). Собр. Вуник хуçăк пĕр пашалу. Собр. Вуникĕ хуçăк пĕр çӳхӳ. (Тенкел). || Изгиб. Ск. и пред. чув. 100. Вуник хуçăк хуçăлать. Всячески изворачивается. Кан. Хăйсене тĕл пулас тăвас пулсан ĕлĕк хресчене З çухрăмран кăшкăрса пăрăнтаратчĕç. Халĕ ĕнтĕ хăйсем 13 хуçăк пулса, çĕлĕкĕсене малтан илсе лапчăна-лапчăна лараççĕ. || Загиб, складка. Г. А. Отрыв. Тата аякка та, ик енне пĕрер туттăр ĕçлесе янă. Аяксенчисене виç хуçăк туса хутласа ĕçленĕ. || Кусок. N. Первей пĕр савăл çăкăр касрăм та, тата пĕр хуçăк полă илтĕм те, кăсия чикрĕм. || Изуродованный. N. Ман ура хуçăк, витĕр хуçăк мар. А.-п. й. 62. Мĕскĕн кайăк каллех малала каят, йăкăлт-йăкăлт сикет хуçăк çунатне тăратса. || Дешево. N. Хоçăкрах сот мана (дешевле продай).

хуçлан

складываться, подгибаться, поджиматься. Толст. Хампа пĕрле эпĕ хуçланакан вырăн (кравать) илсе тухнăччĕ. Çамр. хресч. Микихвер Матрӳнĕ çулталăк ытла урисем хуçланнипе вырăнтан тăмасăр выртать.

хут

хот, бумага. N. Эпир пӳрт ăшчиккине хут çыпăçтартăмăр. ТХКА 4. Эпĕ профессăр мар, ăслăлăха нумай вĕренмен, пăртак шурă хут çине хуратса çыркалама, алă пусма çеç пĕлетĕп. Артюшк. Хăй хут пек, йĕп чиксе кĕмес, туп. (Вăл пулĕ келенче). Собр. Хусан çинче хут вылять, Хусан илемне çав кӳрет. N. Хăят чиркĕвĕ хут çинче. ГФФ. † Кĕтмел аври хот полчĕ те, манăн савни йот полчĕ. Брусничиая трава стала бумагой, моя милая стала чужой. || Письмо. N. Пичче вилнĕ хот килчĕ. N. Икĕ хот хяль ола-хыçлах кисе (пришли). N. Эсир хот ма питĕ сахал çыртăр? N. Тата нумай çырмалли, тулĕк хут çине кĕмест. N. Эпĕ сан хута пĕр маях алла илтĕм. N. Халĕ хăвăн хоту çинче те килчĕ атрĕсу. N. Ман упăшка хут яман-ши? N. Эпĕ пыракансенчен хотсам парса ярсаччĕ. N. Пирĕн пата хот ямасăр ан тăр. Якейк. Çак хота хирĕç эп хот ярас темесп. Я не хочу ответить на это письмо. Ib. Эп он хотне уçса воларăм та, кальлях çыпăçтарса лартрăм. Н. Сунар. Ун патне хут ӳкерсе яр. N. Çак хотран йолап сив чирпе. || Деловая бумага, документ. N. Пĕр-пĕр ĕç хучĕ çырнă чухне. Турх. Чавкасем саккун хучĕпе виçĕ çерçие чĕннĕ, тет. (Авалхи юмахран). Юрк. Пĕр ерне яхăн çапла ют хулара пĕр хутсăр-мĕнсĕр граф Игнатьев ячĕпе пурăнсан, хайхисем хăйсен хулине тавăрнаççĕ. Çĕнтерчĕ 46. Комсомол яччейккипе пионер отречĕн клупĕ тесе çырнă хут çапнă. || Грамота. N. Эпĕ сире çырăва (хута) вĕренесси çинчен каласа кăтартас тетĕп. ЧС. Эпĕ хут вĕрене пуçласан, кирĕметрен хăрави ахалех пулнине кăшт туя пуçларăм. Байг. Кушкăра хут вĕренсе килсен, эпĕ пĕрмай кĕнеке вулаттăм. N. Хута вĕрен. N. Хута вĕрент. Трень-к. Эпĕ ача чухне хĕлле хут вĕренме çӳреттĕм. ТХКА 14. Хут вĕреннĕ çын. Абыз. Çитĕнтернĕ, хут вĕрентнĕ. Курм. Авал чăвашсене хут вĕренме питĕ йăвăрччĕ. Сред. Юм. Хôт патне ятăмăр. Послали учиться. N. Ачасам хот патне карĕç-и? Б. Янгильд. Эпир хĕлле хут патне кайнă чух ялан мулкачă йĕрлеттĕмĕр. Сред. Юм. Эс хота пĕлет-не? Знаешь ли ты грамоту? Якейк. Тияк мари полччăр-и, хот воласа ларччăр-и, шор пĕремĕк çиччĕр-и. N. Хусан тиекĕ мĕн ĕçлет? Çыру çырать те хут çапать. || Бумажный. Чăв. й. п. ЗЗ. Вăл укçасем пурте хут пулнă иккен. А.-п. й. 99. Унтан улпут кăсйинчен пĕр кирпĕç пек хут укçа кăларса илсе шутларĕ.

хут

раз. Кан. Виççĕ çурă хут ытларах. Янтик. Пирвайхи хут эпĕ çварнире карăм, иккĕмĕш хут хрен эрнинче карăм. А.-п. й. 15. Питех те вăйлă япала-им вăл апла? — тесе ыйтать йытти, кашкăр çинчен пĕрремĕш хут (первый раз, впервые) илтекенскер. Орау. Иккĕ кайса ик хутчен те чей ĕçрĕм (оба раза). Чув. кален. 1911. Апата кунне виç-тăватă хутчен парас пулать. Орау. Эп ун патне виçшер хут кайăп (буду ходить по З раза), Якейк. Виç хут сан пата килтĕм, итто сана коримарăм. Кн. для чт. 102. Пăртак ларсан, тарăн юр çинче пĕр-ик хут малалла сикнĕ те, каллах кайри урисем çине ларса ун-кун пăхма пуçланă. Ой-к. А мĕн çĕр хут каласси пур ăна? Эпĕ сана тахçанах пĕрре каланă вĕт, терĕ, тет, старик. Зачем же повторять это сто раз? — сказал старик,— ведь я уже говорил тебе однажды об этом раньше. А.-п. й. 35. Тăрна тата тепĕр хут ыйтать: Тилĕ тус, сан ăсу миçе, манăн пĕрре те юлмарĕ ĕнтĕ?–тет. Ib. 81. Виççĕмĕш хут каять. Ib. Пăрçине ку хутра та тăм илсе каять. Регули 1044. Пĕрер хут анчах текен. Ib. Икшер хут килтĕмĕр сан пата. N. Пĕр конта темиçе хут килет. Завражн. Пĕрре килсе кайсан, тепĕр Хут часах килчи? Баран. 105. Шăнкăрчă çу каçиччен икĕ хут чĕпĕ кăларать. Иккĕмĕш хутне кăларсан, ватă шăнкăрчисем çамрăккисене пухса кĕтĕвĕпе вĕçсе çӳреççĕ. КВИ. Вилнисене юрăпа шăтăк ăшне антарчĕç. Ĕречĕпе вырттарса виççĕ ӳксе пуççапрĕç, ури çине тăчĕç те виçĕ хутчен пуç тайрĕç. || Шурăм-п. Пирĕн пĕр хут çине аксан та, ик хут çине аксан та пĕр пекех пулать, теççĕ. Ib. Нăрваш енелле пĕр хут çине çеç акнăран акана пĕтере пыраççĕ. Сред. Юм. Хытти хутне тумалла. Нужно вспахать землю, лежавшую под паром, в первый раз. Баран. 100. Пĕлсе ĕçлекен хуçа малтанхи хутне кĕркунне сухаласа хăварать. N. Пĕр хутпа та пулин акса хăварăр. || Изамб. Т. Чӳречесем пĕчĕккĕрех те, тăватта-пиллĕкрен ытла пулмасть. Усем те пĕр хут кăна пулаççĕ. Орау. Сĕтне ик хут чӳрече хушшине лартнă. Поставили молоко на окно, между двух рам. Ib. Хĕлле эпĕр сĕте шалти хут чӳрече хушшине лартатпăр. Ала 6°. Çичĕ хут тимĕр алăк. || N. Арçынсем пĕр хут кĕпепех урапа çине кĕлте тияса киле турттарса каяççĕ. Изамб. Т. Чăвашсем çула кайнă чухне темиçе хут тăхăнаççĕ. Ст. Айб. Пĕчиккĕç пукане пур, пин хут кĕпе тăхăнать. (Купăста). N. Виç хутăн явнă шăрçаланса тăракан кантăра. N. Хитон — вăл çавнăллă кĕпе пек, пĕр хутăн та, икĕ хутăн та тăхăнма юракан тумтир. Регули 1045. Ик хучĕпех тăхăнса кайрĕ вăл, кĕрĕк-сăхманĕпех. Якейк. Эп паян сивĕрен виç хут кĕпе тăхăнтăм. || Этаж. Панклеи. Çӳлти хут, вăталăх хут, аялти хут. N. 6 хут тăринче пурнатпăр. Кан. Виççĕмĕш хута шыв хăпартать. || Слой. Орау. Чĕлхен пĕр хут тирĕ сĕвĕнчĕ юлчĕ. || Складки. N. Виç хут аркăллă шур кĕпе. || Выçăхакансем: Ламппă пулсан, çутчăрччĕç пĕр хутчен. Халапсем 31. Карчăкĕ те кăна шеллесе: пĕр хут кĕр эппин, тет (ну ладно, переночуй что ли). N. Апла халăх хĕн курнине куриччен, вăрçăра вилер пĕрех хут, тесе çырнă леш салтакĕ. || Помощь. N. Вĕренме ан пăрах. Итак халĕ алă хутне пынă пек те, çапах та ăна пăхас пулмас, ӳссен пит кирлĕ япала.

хутăштар

хотăштар, понуд. ф. от гл. хутăш, смешивать. Вишн. 64. 4–5 уйăхри ача пулсан, ăна шывпа сĕт пĕр пек илсе хутăштарса парас пулать. Юрк. Унччен ĕлĕк ялан çапла чăвашсене уйăраймасăр ытти çынсенĕн ячĕсемпе хутăштарса çӳретнĕ. N. Пĕр çĕре хутăштарма. || Присоединить. N. Хусан тутарĕсен патшалăхне вырăс патши Иван Грозный 1552-мĕш çулта çĕнтернĕ те, ăна вырăс патшалăхĕ çумне хутăштарнă. N. Çапла пумилкке туса вилнĕ çынна ытти вилнĕ çынсемпе хутăштарса яраççĕ. || Добавлять. Торх. Хутăштартăм = ĕнер начар хурта вăйлатрăм (добавил, подсиливал). Вишн. 68. Эпир тата çимелли япаласенчен купаста яшки, пăрçа яшки, салма, пăтă, тата ытти апат пĕçернĕ чухне те шыв нумай хутăштаратпăр. Скотолеч. 12. Тата сĕлĕ çине пĕр кашăк ĕнĕс вăрри тепĕр кашăк серный цвет хутăштарас пулать. || Путать. Шурăм-п. 22. Икĕ ăрасна сăмахсене пĕрле хутăштармăпăр. || Примешивать. || Взять в сотрудники, в сообщество. || Вывести. Шихаз. Çын çине хутăштар (ача-пăчасене), вывести в люди. || Тасовать (карты).

хӳме

кибитка. СПВВ. Хӳме = кӳме, кӳмеллĕ урапа. Оп. ис. ч. II. Тимĕрлĕ урапа, сăран хӳме, йĕри-тавра йĕс тӳмме! Сĕрех тăрăр, сĕрех тăрăр, ан тутăхтăрI Пирĕн тăвансем пит аякра, килех тăрăр, ан сивĕнĕр! Телега на железном ходу — с кожаной кибиткой, по четырем ее углам — латунные пуговки. Помазывайте, помазывайте, чтобы не заржавело! Наши родные очень далеко, приезжайте, приезжайте, не чуждайтесь! N. Тумлантарсан хĕре хӳме çиие лартса ашшĕ патне илсе пыраççĕ. Ст. Шаймурз. Сиктĕрмелĕ урапа, сăран хӳме, йĕри-таврашĕнче йĕс тӳмме.

хӳре

(хӳрэ, х’ӳр’э), хвост. Оп. ис. ч. II. Тилĕ тус хӳри çине çиленет те, хӳрине çавăрăнса çыртма хытланса. Ку тилле анчăксем курах каяççĕ. Лисичка рассердилась на свой хвост и стала вертеться, стараясь его укусить. Вдруг лисицу увидали собаки. Альш. Хӳрине аялалла тăснă. Опустила хвост книзу (лисица, от усталости). А.-п. й. 14. Ăçта каян, мулкач тус? — тесе ыйтать йытă кĕске хӳрелĕ мулкачран. Ib. 6. Кушак, кутăн тăрса, хурине чӳрече витĕр кăларать те кăшкăрать. ГФФ. † Торти толли тор лаши те, торти-çони çол майлă та, çилхи-хӳри çил майлă та. Гнедая лошадка сыта и красива, сани и оглобли по дорожке, грива и хвостик — по ветру. А.-п. й. 89. Çак сăмаха каласан, ĕне хӳрине илсе, утрĕ ерипен килне. Ачач 59. Ăна хăваласа та тытмалла мар. Анчах пĕр-пĕр хӳри тăрса юлать юлатех. Çав хӳререн ярса тытсан, таракан тĕлĕке тинех тытса чаратăн. N. Йытă пек хӳрисене пĕç хушшине чикрĕç. Орау. Пулли хурине вылянтарать. N. Пĕр шăшийăн ик хӳре. (Çăпата). КВИ. Çеçен хирте ыр утăм пĕр пĕчченех, йĕвенсĕр, сиксе çӳрет выляса, хăй хӳрине тустарса. Добрый конь в зеленом поле без узды, один, по воле скачет весел и игрив, хвост по ветру распустив. ЧП. Хĕрлĕ хӳре ăшĕнче симĕс хӳре илемлĕ. К.-Кушки. Хĕрлĕ ĕне хӳрине çаран çинчен тупрăмăр. Букв. 1904. Çитрĕ, тет те, хӳрене вакка чиксе ларать, тет. Сред. Юм. Хӳри кĕске тесе пит вĕлтĕрке çӳрекен çынна, шанăçсăр çынна калаççĕ. См. хивре. || Зады. Изамб. Т. Унти çуртсем пурте пĕр енелле, малти çуртсем хӳринелле пăхса лараççĕ. Ib. Çур урамĕ (половина улицы) хӳрипе (задами) урамалла ларать. || N. Тата ман хӳри мĕн пуплет ман çинчен. || Руль, корма на баржах, пароходах, лодках. Сред. Юм., Кашкар., Çутт. 154. Хӳре тытса ларакан старик. N. Çил-тăвăл вăхăтĕнче аптăракан хӳресĕр карап евĕрлĕ. || Хвост ветряной мельницы. N. Арман хӳри. Сюндюк. Хӳре тыт, направить мельницу. Изамб. Т. Армана çиле хирĕç тăвас тесессĕн, хӳрине пăраççĕ. Якейк. Хӳре пуçĕнчен канатăн пĕр вĕçне çыхаççĕ, тепĕр вĕçне йопа патне илсе кайса, ăна онкă пак туса хуçлатса, çав онка ăричак чиксе йопа тавра çавраççĕ, вара хӳре, çавăрнă майĕпе, йопа патнелле пырать. Вăл йопа патне çавăрса çитсен, каната тепĕр йопа патне илеççĕ. || Назв. наряда. Чутеево. Хӳре делается из шерсти или шелка, прикрепляется к косе. СПВВ. КМ. Хӳре, ăна хĕрсем те, арăмсем те çакаççĕ. Хурамал. Чакак, чакак, чакаклать, симĕс хӳрине пăркалать, чипер инке, сарă инке, сарă хӳрине пăркалать. Цив. Çавра шапка хӳрине вуникĕ ярапа яртартăм. N. Хушпу çукки пурак тăхăвăр, хӳре вырăнне кăшман çакăр. (Такмак). Б. Олг. Тури ялта хĕр кортăм, илес терĕм, окçи çок, хӳри саккăр полчĕ. Торп-к. Вăрманта инкĕшĕ Пикенĕн хӳрине татса хурăн тăрне утрĕ, тет. Байгл. Хӳре пурри хӳре тăхăнăр, хӳре çукки кăшман çакăр. || N. Сĕреке хӳри. См. сĕреке. Изамб. Т. Лекнĕ пулăсем хӳринче пухăнса тăраççĕ. || О дожде. Череп. Хӳри кăна тиврĕ. Дождь задел (местность) только краем. || Юрк. Хӳри, кунçаланă çипе ĕçерсен, тытса тăрать. || Полоска хлеба на загоне, которую приходится жать отдельному жнецу. Якейк. Ай-ай Михалăн хӳре мĕн тăршшĕ чăсăлса йолнă. Ib. Он хӳри яланах валта пырать. Ib. Хӳре танаштарас тесе вырса алла касрăм. Ib. Вăл ик çын хӳрине (за двоих) вырса пырать. Ib. Йăван паян конĕпех хӳрере пыч. Ib. Вăл паян хӳререн тоха пĕлмерĕ.

хăй

(хы̆j, хŏj), он сам, себя. N. Вăл хăй, он сам. Самар. Шăлĕ тăкăниччен ларсассăн, калютя, хăй те урçа валли вăл, калютя. Собр. Ухмахăн сучĕ хăйпе пĕрле, теççĕ. (Послов.). Ib. Хăй çулĕпе хăй çӳретĕр. N. Ывăлне хăй юратнă хĕре илсе панă. А.-п. й. 14. Ир пулать те, каç пулать, ула йытă хăйне юлташ тупнăшăн савăннипе вĕрсе кăна пурăнать. Ib. 6. Кушак тус лартнă! Хăй паян сунара карĕ. Ib. Пĕччен пурнăç ăна питĕ йăлăхтарса çитернĕ те, вăл хăйне валли тус шырама шут тытнă. А.-п. й. 77. Ваçлей хăй те хĕрчĕ. Василий и сам опьянел. Сред. Юм. Хăй çиç — иккĕн (говорят про беременную женщину). Ib. Эпир иксĕмĕр кôлса ларатпăр та, ô иртсе каять мĕн ôнта. Эсир манран кôлатăр, тесе иртсе кайрĕ. Эпир онтан та колман, ô ахалех хăй çине илчĕ. N. Хăйне ырă туннне манман çын, благодарный. Рак. † Пирĕн ял хĕрне çитесси тавра ялта хăй те çук. Альш. Хăйне ан кайшăн. Чтобы ему самому не итти. Якейк. Ялтан-йăшран уйăрласси икçĕр тенкĕ хăй тăрать. Чураль-к. † Вĕрене ӳсет, хăй ӳсет, тăррине татсан тата ӳсет, ан мухтанăр, маттур хĕрсем, сирĕнтен маттур тата пур. || Его, свой. N. Вăл хăй укçине çухатнă. N. Хăйĕнчен вĕренес тиекенсем (желающие учиться за свой счет) экзамен тăрăх илĕнеççĕ. А.-п. й. 8. Кушак çав пылпа сурăх тушкине хăй пӳртне илсе каять те, халь те пулин пурăнать, тет. Ib. 14. Акă пĕррехинче вăл хăй шăтăкĕнчен тухрĕ те, кама та пулин хирĕç пулмăп-и-ха тесе, вăрманпала утса çӳрет. N. Уна матку хăй ячĕпе янă. Сред. Юм. Хăй сăмахĕнчен тохмас, сдерживает свое слово. N. † Утрускана кайăк çурă тунă-çке, хăй çурисем хăйне пулас пек. Янтик. Хăй май çавăрасшăн тăрăшат вит-ха вăл! Ib. Хăй майĕн тăвасшăн у ăна (склонить на свою сторону). Ст. Чек. Хăй пуçĕнчен ирттĕр. Пусть терпит свою долю (жалея и опасаясь быть таким). Синерь. Тарья çав пурнене хăй хӳмне чикрĕ, тет. N. Хăй алли çине çитес пулать. Альш. Çăкăр-тăвар хире-хирĕç: вăл пирĕн çавă пулать, ку пулать, лешĕ пире унтан-кунтан хăта тивет; пĕр хăй кассинелле килнĕ чух кĕрсе тухар, терĕм тет. || Иногда не переводится. Изамб. Т. Камран вут пуçланнă? Кĕпитун Иванĕнчен. Тепле пуçланнă, пĕлместĕп. Хăшĕ павартан (лаç) теççĕ хăй. N. Юратаççĕ пулĕ, выляççĕ хăй (о супругах). Ст. Чек. Темĕн тума именетĕп хăй. Не знаю, почему-то стесняюсь. (Почему-то стесняюсь = темĕскер эп именетĕп). Сред. Юм. Паçăр такам чанкатчĕ хăй çавăнта. Ib. Сан сас илтĕнетчĕ хăй çавăнта. Ib. Эсир иккĕн каяттăр хăй çавăнталла. Ib. Эсир иксĕр кайнă пик кôртăм хăй çавăнта. Ib. Çын иртсе кайнă пикех туйĕнчĕ хăй мана. Баран. 91. Тата çӳлерех кайсан, йываç тавраш нимĕн те çук, курăксем, чечексем те пит сахал, сивĕ йĕнчи çĕр хăех,— пĕр мăк анчах ӳсет. Ib. 90. Эсир улăхакан ту ăшă енче пулсан, аялта апельсин, лимон йывăçĕсем сарăлса лараççĕ. Кăшт çӳлерех кайсан, вăхăтлă сивĕ пулакан çĕрти хăех: тирексем, юмансем, çăкасем, вĕренесем, букпа каштан йывăççисем кĕрлесе ӳссе лараççĕ. О сохр. здор. 78. Ӳтрен хăпăнса тăракан кирĕк пирĕн ӳт çинче чи таса мар япала хăех ĕнтĕ.

хăял

то же, что хăяв. СПВВ. ЕС. Хăял туртат теççĕ. Кам та пулин, хăйне чĕнмесĕрех, урăх çынна каласан, сăмаха хăй çине илсе, çынна ӳпкелесе калаçат, е çиленсех каят, çавăн пек çын çинчен вара: хаял туртат, теççĕ. Сред. Юм. Тôр хăял тортрĕ поль. Вероятно, меня бог наказал. Çĕнтерчĕ 27. Совет влаçĕ чухăнсене хăяла (пăрахăçа) хумасть.

хăвала

гнать, пригнать, гнаться, преследовать. КВИ. Çӳрет тукмак (волк) кăнтăрла, çӳрет тукмак çĕрĕпе, пырса кĕрет ялалла, çын хăвалать йыттипе. С. Айб. Шур кăвакал чĕппи кӳлĕ урлă, х(ă)валаса каçасчĕ кӳл урлă. А.-п. й. 3. Хăвалама тытăнтăмăр. Ib. 39. Пуян Сахар кайăка хăваларĕ-хăваларĕ те, нимĕнсĕрех килне тавăрăнса кайрĕ. Ib. 31. Тытăнчĕç хайхисене ĕсĕрлентерсе хăваламашкăн. Ib. 31. Эх хăвалаççĕ, эх хăвалаççĕ, хыçалтан тусан кăна мăкăрланать. Ib. 34. Пуçланă хăвалама. Хăваласан-хăваласан, аякрах та мар пыракан тилĕ вăшт! анчах чăмать пĕр шăтăка. Ib. 36. Трашка ачисем, икĕ кайăка хăваласа, пĕр кайăк-сăрах килне таврăннă. Ib. 25. Темĕн-темĕн калать вăл, ăçтан хăваласа кăларăн ăна? — тесе калать тет вăл. Ib. 97. Хушрĕ улпут тарçине пĕр лашине тăварса хавалама çав çынна. Ib. 84. Иванĕ аран-аран сумккине хăваласа кĕртрĕ салтакĕсене. Никит. Çав хура пусăрах Сеппер кĕтӳç те, вăрăм чăпăркка тăсса, кĕтӳ хăваласа çӳрет. Иванова. Вара вĕсем мана хăвала пуçларĕç. N. Çил хăваласа çӳрет. Аттиково. Пĕр кĕркунне авăн çапнă вăхăтра, манăн пичче, уя лаша (лошадей) хăвалама кайсан, (т. е. ловить их, пригнать домой) пуç ыратать, тесе килчĕ. ЧС. Чирлĕ çын пулсан, чирне хăваласа кăларатпăр. Г. А. Отрыв. Кантур çурчĕ тума (Ассакассине) халăха пĕрене кӳме хăваланă (погнали). Орау. Эп килелле хăвалап (ухожу). N. Хăвала! Валяй! (т. е. иди). N. Вăл çын хыçĕнчен хытă чупса хăвала пуçланă (погнался). Утăм. Унта йыт çури тухса ман хыççăн хăваларĕ (преследовал меня).— Мана та унта йытă хăваларĕ. N. Ыттисем унăн сăмахне итлерĕç, тет те, тавай хайхи çынна хăвалама. Шинар-п. Унта ăна полицейскисем палланă та, хăвала пуçланă. N. Вăл çулпа пынă чухне ăна хирĕç икĕ кайăка çӳрекен çынсем кашкăр хăваласа пыраççĕ мĕн. || Охотиться. Хурамал. † Хура пусă такăр пулсан, кил хăвалар тилĕ юр çусан. || Шугать. Орау. Лашан хăй çине ларакан шăна-пăвансене хăвалама хӳре пур. ХЬ. Хăвала = хуйхат, шугать. Ib. Такăш хăваласа кайнă тийăн, ăрамра пĕр çын та çук. С.-Устье. Çак охотник çӳресен-çӳресен пĕр кайăк хăваласа ячĕ тет. || Собирать. Николаев. Вăйă хăвалама пĕр çын юлмичченех çак йĕркепе пырать. Чаду-к. Унта вăл упа курнă. Яла килнĕ те, халăх хăвала пуçланă. Çынсем вăрмана карĕç те, упана пирĕн яла хăваласа килчĕç. Сиктер. Каяс кун пĕр кун малтан теçетниксем пĕтĕм яла килĕрен пĕрер пашалу пĕçерме кĕлĕ тума каяссине пĕлтерсе хăвалаççĕ. || О землед. Чĕри юн хăвалать. || Юрк. Тытăнат урам тăрăх икĕ енĕпе те хăваласа пыма (пожар). || СТИК. Тьыха та çав ача пекех амăшнех хăвалат (= амăшне хурат). || Альш. Çулла ĕç çинчех вĕсене ашшĕ-амăшĕсем: пукрава илсе кайăпăр тесе, йăпата-йăпата ача пăхтараç, ăна-кăна ĕçлеттерĕç. Çавна халĕ хăвалаççĕ вĕсем: хăшне çĕнĕ çĕлĕк илмелле, хăшне çĕнĕ явлăк илмелле, хăшне атă, хăшне пушмак туянмалла. Учите детей. Кирек мĕнле çын та çамрăкранпа ашшĕ-амăшĕ килĕнче мĕне курса ӳсет, çавна юратать, çавна хăвалать.

хăва кати

ивовая заросль (молодая). Никит. † Çаран варĕнче хăва кати, кам касса та савнĕ-ши, çакă ялăн хĕрĕсене кам илсе те савнĕ-ши?

хăвар

(хы̆вар), оставлять, оставить. А.-п. й. 4. Пĕрне тăварса, пĕрне кăна хăвартăмăр — туртать. Ib. 112. Тирне хăвараççĕ те, улăм тултарса каллех кӳлсе тăратаççĕ. N. Ялта çĕнĕрен прикăвăр туса каллех ял çине хăварчĕç. А.-п. й. 105. Сутьесем чухăн каланине чăн тенĕ, ĕнене чухăна хăвармалла сут тунă. Судьи признали ответы бедняка правильными и за ним оставили корову. Ib. 91. Улпут хăйĕн тарçине лаши патне хăварчĕ. N. Атте-аннене йăвăра хăвартăм (оставил в тяжелом подожении). КВИ. Мĕн хăварнă вăл хăй килĕнче? Что кинул он в краю родном? Хора-к. Çӳçăма-пуçăма салатрĕ, çийĕма-пуçăма хăвармарĕ. Ала 86°. Пуçларĕç лешсем чупма, чана карчăка таçта çитиччен хăварчĕ (обогнала). N. Ваçак ним тума та аптăранă, кайман юмăç хăварман, пĕри те тĕлне тупса параканни пулман. БАБ. Çавăнпа ăна пирĕн ялсем пĕр чӳк таврашĕнчен те хăвармаççĕ (т. е. зовут всегда). N. Саранча шăрчăк хăш-хăш çул тырра пĕр хăвармиччен çисе ярать. N. Арăслана ку малтан хăварса хăварсах пынă. Сред. Юм. Тыр тĕл-тĕл ешлĕ пôлсан, хăварса пырса выраççĕ. Изамб. Т. Пӳрт чуречисене хăвармарĕ (пăр). Альш. Вĕр-çĕнĕрен кĕрĕк çĕлетрĕм: унăнах та хăнтăрне шыра-шыра кĕмен аслă лавккана хăвармарăм. А.-п. й. 42. Хапхине хупмасăрах хăварчĕ хăй. N. Унăн пĕр сăмахне те итлемесĕр хăвармастăмăр. || Прекращать. Бес. чув. Салтакра пурăннă чух вăл вулассине пĕрте хăварман. || Бес. чув. Ун умĕнче унăн ытларах та хăйне хăй аяла хăварасси килмен. || N. Вĕрентес тĕлĕшрен хĕрачасене те арçынсенчен ан хăварăр. || Обойти. Изванк. Çăмăр урăх çĕре çуса пирĕн çие çумасăр ан хăвартăр. (Моленье). Капк. Икровсем шĕвĕртсе хăварма та пултарĕç. Пазух. 56 † Пĕр-ик çавра юрă ай юрласшăн хăвармарăм сирĕн кăмăлăра. || Отложить. Бес. чув. 15. Аслă шăматкуна хăварчĕ. N. Вăл ĕçе вăрăма хăвармĕç. N. Тепĕр куна хăвармăп та-ха. || Освобождать. N. Шкула илсе каясран ачине е укçа парса, е пыл-мĕн, е тата урăх япала парса хăварнă. || В качестве вспомогательного глагола. Оп. ис. ч. 11. Ыран мана хăшăр та пулин вĕсем патне леçсе хăвараймăр-ши? тетĕп. „Не отведете ли завтра который-нибудь из вас меня к ним?“ — спрашиваю я. Ib. Тата мĕн те пулин ĕçлесе хăвармалли пур-и? Есть еще какая-нибудь работа, которую я могла бы сделать ао ухода? Ib. Авланса хăвар. Перед уходом женись. Ib. Ямшăк ачасене тӳрех пуштă хапхи патне антарса хăварчĕ. Ямщик ссадил детей у самых ворот почты. Ib. Йытă çулла калать, тет: ай, хĕлле пăртан пурт туса хăварас-мĕн! — тесе калать, тет; хĕлле калать, тет: ма шăмăран çулла пӳрт туса хăвармарăм! — тесе ӳкĕнет, тет. Собака раскаивается летом в том, что не построила зимою дома изо льда, а зимою - в том, что не выстроила летом дома из костей. А.-п. й. 113. Урапине çапах пăрахса хăвармасть. Ib. 35. Пăхăр-ха, тилĕ тăрнава вĕлерсе хăварнă,— тесе, тăрнана çавăра-çавăра пăхаççĕ. Ib. 77. Унтан арча çине тăприне тапта-тапта варса хучĕ те, паллă ан пултăр тесе, çулçăсем витсе хăварчĕ. Затем накидал земли и плотно утрамбовал. А чтобы не оставалось никаких следов, наложил сверху листьев. Собр. † Ямшăк çуни çунатлă, ларса тухам терĕм те, çунаттипе çапса хăварчĕ, мĕн тăвас. Иваново. Çав куннех ăна ашшĕ чăпăрккапа çаптарса хăварнă, тет. Н. Шинкусы. Чикан вара сирĕншĕн пĕрех хут пăхса тасатса хăварам (пăсташа) эппин тесе салтăнса ларчĕ. Сюгал-Яуш. Кукки каларĕ: айта хам каçарса хăварам, терĕ. N. Вара мана ӳкерсе хăварчĕ те, валалла чупса кайрĕ. Юрк. Ху виличчен ывăлна авлантарса хăвар, теççĕ. Орау. Кам шуйттанĕ пăсса хăварнă-ши хушша? N. Эпĕ вакун çинчен ӳкерсе хăвартăм картуса: çил вĕçтерсе хăварчĕ. N. Тырă мĕнле акса хăвартăр? Кан. Иккĕшне те туяпа хĕнесе хăварнă. N. Эпĕ шăтăксене аслатса хăвартăм. N. Пумилкке тунă чухне вара вăл чĕреспе чашка хире çемĕрсе хăвараççĕ. КВИ. Эп те вара хурланса, икĕ чуна асăнса, урхамаха вырттартăм, чӳклерĕм те хăвартăм.

хăвăр

вы сами, себя. N. Эсир хăвăр, вы сами. Сред. Юм. Хăвăр ятласа ан йолăр. (Кил хуçи ятлаçупа ан кайăр тесен, хăнисем тôхса кайнă чохне хуçине хирĕç çапла калаççĕ). N. Хăвăрах ăна хăратмалла тăватăр. Н. Чукалы. Хĕветри калать: эпир сана пĕр пăлан тирĕ укçа парсан, эсĕ; кунтан кайăн-а? — тет. Якуркка калать: мана мĕне нуша, хăвăр илсе пырсан, илĕп,— тет. || Ваш, свой. Эсир хăвăр укçăра çухатнă.

хăлха пăявĕ

свинка (болезнь). Зап. ВНО. Слакбаш. Хăлха пăявĕ, опухоль около уха (свинка). Н. Седяк. Хăлха пăявĕ — чир. Çав чиртен сывалас тесе ĕлĕк çапла хăтланнă. Хăйрапа, тиркĕ мунчалипе сулахай явнă çĕрĕк пăявпа суса пăрахаççĕ; тата шăпăр вĕçне хуçса илсе, çавăнпа сăваççĕ (причитывают наговоры).

хăмпа

(хы̆мба), пузырь. Н. Уз. Кăвас йӳçнĕ чухне пăлт-палт туса тăрать, хăмпа тухать. Трхбл. Вăкăр хăмпи, бычачий пузырь. Яхать-ошкăнь. Полă хăмпи. Бгтр. Вара старик виç хорантан виç хăмпа илсе пачĕ тет те, ячĕ, тет.

хăна

гость. НАК. Туй çыннисем хăшĕ киле каяççĕ, хăшĕ пĕр-пĕр яла хăнисем патне ĕçме каяççĕ. А.-п. й. 84. Хăнасем пухăнса çитсен, Иван пиччĕшĕ ылттăн сумкка тытать те, сĕтел çине силлет. Ib. 84. Хăнисем тепĕр кунне Иван пиччĕшĕ çинчен сута параççĕ. Ст. Айб. Килен хăнанăн кайни илемлĕ теççĕ. (Послов). Регули 1306. Эп вăлсам хăнине хирĕç полтăм. N. Епле Кĕркури пичче пит час хăна пулса (из гостей) каятăн? Юрк. Сыв пулсан çулла ман патма хăнана килĕр? Ib. Пĕр-ик-виç кун ывăлĕ патĕнче хăна пулаççĕ. Ib. Эпĕ Тимĕрçен ялĕнче пĕр пуян чăваш патне çăварнире хăнана пырса кĕтĕм. ГТТ. Икĕ çăкăр татăкĕ пулсан, хăна килет, тет. Ст. Чек. Митьтя, эсĕ хăнана пыратна? Дмитрий, ты пойдешь в гости? А.-п. й. 7. Кашкăрĕ калать: „Тавай кушака хăнана илсе килер, атту пире пĕтĕмпех тытса пĕтерĕ“,– тет. Ib. Т. Кушак тус! Айта хăнана! ГФФ. Хăна юрри. Гостевая песня. ГФФ. † Чĕннĕ хăнисем килсессĕн... Когда придут званые гости. Пшкрт. Хăна пăк, угощай гостя. В. Тим. † Ăрамăрпа иртсе эп пынă чух, кĕрсе хăна пултăм эп сире. N. Хăна пула пуçлаççĕ. Начинают угощаться (в гостях). Çутт. 46. Халĕ хăнара çӳресе пулмасть. N. Хăнасене ĕçтерме атте З путылкаран ытла эрех илместчĕ. Альш. Хăнара çини шыв урлă каçиччен анчах. N. † Эпир килтĕмĕр хăнана, хăнан кĕрнекне кӳртĕмĕр. N. Хуçи тăмасан, хăни тăмаст. Шинар-п. Кăшт тăрсан пĕр чĕкеç вĕçсе пырса кайнă. Вăл унта хăна ларнине курсан каялла вĕçсе кайнă. || Орау. Хăнасем килчĕç. Наступили регулы.

хăне

(диал.), правильно хăйне (д.-в. п. от местоим. хăй). Регули 1504. Она хăне кирлĕ, сана вăл парати? Изамб. Т. Çынтан хăй пĕрре те хăрамаст, хăне те çынсем пит юратаççĕ (голубь). СТИК. Хăне кура хытланмаст. Не знай кого из себя корчит. Чăв.-к. Хура вăрманти хурчăка, хăне çӳреме çул тупман. Ст. Чек. Шурарăма (полынь) хăне ăш ыратсан вĕретсе ĕçеççĕ. Юрк. Хăне пулсан, вăл санпа тарăхса анчах пурăнат. || Особо. N. Ĕлĕк авал вилнĕ çынна халех вырттарман, масар çине тупăкне хăне, вилнĕ çын ӳтне хăне ăрасне илсе кайнă та, шăтăка антарнă чух анчах вилнĕ çынна тупăка вырттарнă. Ст. Чек. Вăсене хăне сĕтел хушшине лартаççĕ, хăна тăваççĕ.

хăпарт

понуд. ф. от гл. хăпар; поднимать. N. Атисем анчĕç те, хăваласа хăпартрĕç. Шарбаш. Хăпартмалли-антармалли (для того, чтобы пустить меньше или больше). N. Хăпартса пыр. Сред. Юм. Калас тесе чĕлхене те хăпартап, тата çапах чарнса тăрап. Чтобы говорить иногда и язык поднимаю, но потом опять удерживаюсь. N. Кӳрĕшсен ĕнер кĕлет хăпартрĕç (поставили сруб на место), витмеллех турĕç. Пир. Ял. Пӳрте хăпартнă чухне аялти йĕркисене смалас пулать. || Поднимать дух. Ск. и пред. чув. З4. Пăхса тăракан яшсене пĕтĕм халран вăл ярать, чунĕсене хăпартса ташламашкăн хĕтĕртет. Алших. Хусан лавкки таварĕ çинçе çынна хăпартат. || Поднимать зябь. Баран. 109. Сухаласа хăпартса хăварнипе çум курăкин тымарĕсем, тырра тивекен хурт-кăпшанкăсем шăнса пĕтеççĕ. || Вздувать. Кама 16. Пит çăмартине сывлăшпа вĕрсе хăпартать те аллисемпе параппана çапнă пек çапать. Кн. для чт. 85. Вăл çара уран пынипе урине хăпартса кăларнă. Изамб. Т. Лашине çаптара-çаптара хăпартса кăларнă (до того, что остались следы). N. Урасене хăпартса кăлариччен çӳрерĕм (разбухли ноги). || О тесте. Ала 75. Хăпартнă хăпарту пек, ларма кайнă хĕр пек. (Çарăк). || О почках. N. Çуркунне кунсем ăшăтса килнипе, хĕлле хура сăнлă курăнакан йăвăçсем те хĕрлĕ сăнлă курăнса хăйсен кăчăксене хăпартма пуçлаççĕ. || Оторвать. N. Кунтан час-часах хăпартас çок мана. Тайба. Хĕрсен хыççăн çӳресе атă кĕлине хăпартрăм. Байгул. Ашшĕпеле амĕшĕнчен хăпартмаллах килтĕмĕр (невесту). || Срывать. N. Çак кĕнекене уçса унăн пичечĕсене хăпартма кам тивĕçлĕ? N. Вăл ку кĕнекене уçса, унăн пичетне хăпартма пултарать. || Отлеплять. Юрк. || Начислять, набавлять. Кан. 4О кратуслине илсе пырать те 22 пус хăпартса сутать. Шурăм-п. Илсе каяканĕ пĕр пус хăпартрĕ. || Повышать (расход). Н. Сунар. Соколов çапла хăпартса пĕр тăват-пилĕк кунта 150 тенке çитерчĕ, тет. || Преувеличивать. N. Вĕсем суйса сăмахсене хăпартса калаçса. || Баран. 84. Каснă салмана (лапшу) çăмартапа хăпартса сарă-çу ярса çиет. || Употребляется в сочетании со словом сехĕр. N. Сехĕре хăпартса пурăнаттăмăрччĕ. Жили в постоянном страхе.

хăпарттар

понуд. ф. от гл. хăпарт. N. Эп сана пӳрт çине хăпарттарăп (дам залезать!). N. Илсе хăпарттар.

хăпартлан

подниматься, повышаться. Альш. Мертлĕрен пуçланса Сĕве хĕрринелле аранçĕ ту пек хăпартланса тĕме каять. Ib. Тĕме тиекеннисем вара вĕсем урамран аранçĕ çӳлерех, хăпартлансарах тăракан вырăнсем. N. Тотар пуçне солласа, аллисемпе хлаçланса, кăркка пек хăпартланса ячĕ тет мĕн йорласа. Ачач 96. Çынсемпе, кайăксемпе пĕрле, çĕр хăй те хăпартланса тăнă пек... Ib. 23. Апла каласан, ывăлĕ тăрук вăй илсе, çӳлелле хăпартланса кайнă пек пулать. Завражн. Хăпартлан, ободриться, воспрянуть духом. N. Хăпартлан, с приподнятым настроением. Хумма Ç. Куçукпа Иван та юлташсем хушшинче хăпартланса анчах çӳреççĕ. || Гордиться. Полтава 5. Тĕпрен юлнă кил-çуртпа (родовыми хуторами) хăпартланса çӳремест. Кан. Çакăн пек шухăшласа, кăкрине çапсах хăпартланса пырать Екорăв.

хăрсуран

неизлечимая рана; ломота в суставах. Н. Седяк. Средством лечения от хăрсуран было — хăрăк шăмă (над больным причитывали костью). Тюрл. Хăрсоран чух шăмă шалтан сорать (шăмă типет). N. Хăрсуранлă çынна вырăнĕпех çĕклесе илсе пынă.

хăрах

(хы̆рах, хŏрах), один из двух. N. Шывне ĕçтернĕ чухне çĕнçын кăмака умне кайса тăрать те, çав шыва ĕçтерсе пĕтеричченех çĕнçынни кăмака умĕнче хăрах чăркуççи çинче ларать. КВИ. Этем укçа хутаçне хăрах алăпа йăтнă. А.-п. й. 54. Карчăкĕ кĕлетрен пĕр хăрах ывăç çăнăх илсе кĕчĕ те, сĕтпе-çупа çăрса, старикне валли пĕр пĕчĕк йăва пĕçерчĕ. Ib. 96. Ав, куратна, çулпала хăрах турта, пар лаша пырать тусан тустарса. Янтик. Якур хăрах уран (на одной ножке) сиксе тухрĕ ку çур пилĕк тăрăшне. Сред. Ют. Хăрах айккăн ôрам, односторонка. Говорят, если на одной стороне улицы нет домов. Якейк. Хăрах витрине çырмаялла йăвантарса ятăм та, вăл чăнкăр-чанкăр туса йăванса анчĕ. N. Хăрах хул хушшине çĕлĕк хĕстерсе. N. Хăрах алăкне кăларса кайнă. N. Çав вăхăтра пĕр майра картлă кĕвентепе, хăрах аллине пуртă тытса, çав вакка шыв ăсма пынă. Регули 926. Хăрах атă анчах топрăм. Букв. 1886. Атте мана çапла çыхса хунăшăн çиленнĕ. „Вĕтсе хăварам, унта пыриччен хăрах çăпата кантри явсан та, хăна усă пулĕ“,— терĕ. КС. Хăрах çăмарталлă ăйăр, нутрец, нутряк (одно яйцо спрятано в животе). СТИК. Хăрах чĕчĕллĕ ĕнене сумалла мар-и? Шурăм-п. Хăрах туналлă шăрăшлă хура (арăмути), Чăв.-к. Акка кăш тьыхаран хăрах хĕрнерех кайса тăнăччĕ. || Нечетный. N. Кучченеçсене те хăрах илсе пыраççĕ, пĕр йăвачă анчах нумай илсе пыраççĕ, ăна ача нумай пултăр тесе нумай илсе пыраççĕ. || Единица. Арзад. 1908, 36. Хăрах 9 пĕр 5 миçе пулать? Ib. 1908, 36. Икĕ тăххăртан икĕ мăшăр та хăрах кăларсан миçе пулать? || Одно ведро из пары. N. † Мăшăрпа шыва антăм та, хăрахпа ăсса хăпартăм — çурри тесе ан калăр. || Счет ниток (количество). Чутеево. Пĕр сум хăрах.

хăтăш

родители жениха (а также невесты). Ашшĕ-амăшĕ. Качча кайнă хĕрсем те, кĕрӳшĕсем те, хăтăшсем те, тата ытти хурăнташĕсем те, çывăхрисем те, аякрисем те, пурте Кĕркурие асăнса, унăн килне пуçтарăннă. Изамб. Т. Тĕп хăтăш (родители невесты) патĕнче кĕрӳ илсе килнĕ пыла ĕçеççĕ, çиеççĕ. Ib. Хĕр эреххи ĕçсен-ĕçсен, хăтăшсене (родню жениха) ялтан тухиччен юрласа ăсатаççĕ. Ib. Евчĕ патĕнчен тĕп хăтăш патне каяççĕ.

хăшка

(хы̆шка), тереть, скоблить. N. Унăн мăйне тытса хăшка-ха! Натри-ка ему шею! N. Çавана хăшкаçпа хăшкаççĕ (подтачивают лопаткой). ЧС. Хĕракинче вут чĕртнĕ чух ытти çĕрте чĕртнĕ пек сĕпичкĕпе чĕртмеççĕ, икĕ юман йăвăçне хăшкаса вут кăлараççĕ те, çав вутпа пăтă пĕçереççĕ. Сред. Юм. Пĕр начар пăчкă илсе килнĕ те, йôмана хăшкарĕç, хăшкарĕç, такки татаймарĕç.

Турă амăшĕ курки

назв. моленья (совершается одновременно с чӳклеме). Ходар. Турă амăшĕ куркине ак çапла тăваççĕ. Пăтă тиркине тытни пĕр курка сăра илет те, кĕрекене тăрса, тĕпелте ларакансене калать: хурăн-шуркассисем! хуçа калать: ятлă курка ярас, тет, пуççапса, тав туса ĕçмелле, алă тытса, чуп туса уйăрăлмалла. Юрать-и? тет. Лешсем: юрать, юрать! теççĕ. Унтан алăк патĕнче ларакансене калать: алăк патĕнчи алпассем! хуçа калать: ятлă курка ярас, тет, пуççапса тав туса ĕçмелле, алă тытса, чуп туса уйăрăлмалла. Юрать-и? тет. Çыннĕсем: юрать, юрать, теççĕ. Тав сире эппин! тет те, сăрине ĕçсе ярать. Унтан çав куркана хуçине тултарса тыттарса лартать те, хăй ӳксе пуççапать. Хуçи: тав сана, тет те, сăрине ĕçет. Пуççапаканĕ тăрать те, курки çине сăра тултарса, хăй илсе ĕçет. Унтан каллех хуçине парать. Хуçи куркана арăмне парать те, арăмне пуççапать; арăмĕ упăшкине пуççапать. Çапла вара кил хуçипе арăмĕ хире-хирĕç пуççапса чуптусан, арăмĕ куркана пĕр çынна тав туса тыттарать, ăна ӳксе пуççапать. Çыннĕ хăй çумĕнче лараканне тав туса ĕçет. Хай хуçа арăмĕ пуççапса тăрать те, леш çыннĕпе алă тытса чуптăваççĕ. Çав курка çине каллех сăра тултарать те, хай çын, хăй тав тунă çынна куркана тыттарса лартса, ăна пуççапать. Леш тата хăй çумĕнче ларакана тав туса ĕçет. Пуççапаканнĕ (так!) тăрать те, хăй пуççапнă çынпа алă тытса чуптăваççĕ. Вăл çыннĕ хăй тав тунине пуççапать. Курка тытни çумăнчине тав туса ĕçет. Çапла вара йĕркипе, çын пĕтичченех, тав туса ĕçсе пуççапаççĕ. Пурте ĕçсе пуççапса тухсан, куркине пăтă тиркине тытса чӳкленнĕ çынна кайса параççĕ. Вăл вара татах пĕр курка сăра тултарса илет те, кĕрекене тăрса, тĕпелте ларакансене калать: хуран-шуркассисем! сире пурне те ятлă курка тиври? Кама тимен, хам пата килĕр, алăра курка пур! тет. Çыннĕсем: тиврĕ, тиврĕ! теççĕ. Унтан алăк патĕнчисене калать: алăк патĕнчи алпассем! сире пурне те ятлă курка тиври? Кама тивмен, хам пата килĕр, алăра курка пур! тет. Лешсем: тиврĕ, тиврĕ! теççĕ. Тав сире эппин, тет те, сăрине шалт хурать. Çапла пĕтерсен, пăртак сăра ĕçкелесе лараççĕ те, пурте саланаççĕ вара.

кус

кос (кус, кос), катиться. N. Пăрçа пĕрчи кусса пырать. Горошина катится. ЧП. Пăрçи тула пуçласассăн, тăрни кусса пырать-çке. Ск. и пред. 91. Тăшман чĕри лăпланĕ хĕвел кусса тухиччен. Якейк. Тырри сара та, ани косать анчах (жнется быстро). Ск. и пред. 73. Михетерĕн килĕнче сăра пичĕки кусать, ялти тантăш-тăвансен пырĕ тĕпĕ ярăнать. К.-Кушки. Урапа кусат. Б. Куссан-куссан, урапа та такăнать. Çутт. 133. Е пĕрмай кусса урапа хĕрсе çитет, вут тивсе каять. || Идти, бежать. В Пшкрт. — просто в смысле чуп. N. Мана пичче: кус киле, тĕрĕ. Тюрл. Кус-ха, çанта кайса кил-ха! — Йытă пăх (п̚о̆х') ту-ха! Ступай-ка, сходи туда! — Пойду, чорта с два! СПВВ. ПВ. Кус! = беги! — Кускалаçа çӳрет, кусать — урапа, насекомое. Такмак. Çӳлĕн-вĕçен, çĕрĕн-кусан, пурте пырăр туй курма! Якейк. Кос-ха, пăру кайса илсе кил-ха. Ib. Лешеккине (на ту сторону, напр. оврага) косса кайса килтĕм. Ib. Эс паян пасара косса кайса косса кил (сбегай); эс килсенех, авăн сарăпăр. N. Утна яр та, çуран кус, теççĕ. (Послов.). Мусир. † Ай тантăшçăм, тантăшçăм! Ир те кусса пыраттăн, каç та кусса пыраттăн. N. Кусăр каллех, хăвалăр (догоняйте). N. Кусăр (ступайте), пĕри-пĕри кайса илсе килĕр çав шăллăра. Ск. и пред. 19. Ак мĕлкесем кусаççĕ, Кăвакал шурĕ енчен сиккипеле каяççĕ. Альш. Кус-ха, ывăлăм, мачча çине улăхса, çарăка пăхса кил. N. Кус-ха, кайса пĕр ĕнине пус-ха. N. Кус, кала. Ступай, скажи. БАБ. Кусăр пĕрех хут хăр вырăнăрсене; хăçан çуртăрсене ише-ише антариччен пурăнăр, унтан вара хуть те ăçта кайăр, манăн ĕç çук. || Жировать (гулять в лесу). || Обгуляться, случиться. Б. Олг. Ĕне перĕн косрĕ. Срв. анат.-тур. косӳ, коснӳ (у Сами-бея).

куç-тинке

неизв. сл. СПВВ., МС. Çăнăха пĕтерес тесе илсе кĕтĕн-и-мĕн? и, куç-тинке!

кутăн

котăн (-ды̆н), задом, задом наперед, шиворот на выворот. Орау. Пĕренесене кутăн турттараççĕ: тăррине çуна çине хураççĕ, кучĕ çĕтĕрнсе пырать. Шарбаш. Иопа таврашне котăн ан лартăр: лайăх мар. (Поверье). N. Ачи кутăн тухнă. N. Çĕклесе тухаççĕ кутăн (покойника): урисене малтан, пуçне кайран. Шурăм-п. Пăрахса (жертвенные кушанья) тавăрăннă чухне кутăн утса килтĕмĕр. Изамб. Т. Камăн çăпати кутăн ӳкет, ул вилессине пĕлтерет. (Гаданье). Альш. Кусем çав хĕре йăтнă маййăнах ктăн тытса, кĕрӳшĕ, пĕтĕм туй халăхĕ, çав каччи ашшĕ-амăшĕ умне пырса тăраççĕ — пуççапаççĕ. Изамб. Т. Пурăнăç пĕр кутăн кая пуçласан, ялан сиен куратăн. К.-Кушки. Кутăн çуралнă (вперед ногами; говорят и упрямому). КС. Урапине кутăн çавăрса лартнă (повернул задом). Ib. Кутăн утса çӳрет. Ходит на руках. Вил-йăли. Пуçĕ панчи вĕçне каялла тавăрса, ун ăшне пĕр кĕпепе пĕр йем минтер пек çĕлеççĕ, çĕлеме те кутăн çĕлеççĕ. Образцы. Астăвăр-ха, Чакă, ай, ачисем, çăпатине кутăн сырман-и? N. Чăвашсем, юмăç хушнă тăрăх, тăшманĕсене усал тăвасшăн вĕсен ячĕпе турă умне кутăн (вверх ногами) çурта лартаççĕ. ЧС. Юмăç карчăк пĕр кĕпене кутăн çаннисенчен урисене тăхăнса ячĕ. К.-Кушки. Эп пӳртрен кутăн тухрăм. Я вышел из избы задом. N. Мур шăрши!... Ăсĕ пур!... Хытнă çăкăр татăкне кутăн сĕтĕрет шăтăк патнелле! (к норе). N. Котăн отать. Идет задом. N. Котăн тăрать. Стоит нижним концом вверх. Чхĕйп. Кутăн ĕçе карăм (по обьяснению КС ходил по необыкновенному делу, т. е. хоронить покойника, так как на похоронах, все делается шиворот-навыворот; напр., умершего одевают наопако и даже самые песни поются тогда иначе). См. тинсĕр-ханкăр. || Назад, обратно. N. Кутăн шыра. Разыщи (пропавшее на почте письмо). Тăв. 38. Вĕсенчен те вĕренӳ пулсан, тĕнче тепĕр май çаврăнĕ, хĕвел те кутăн тухĕ. Вĕлле хурчĕ 20. Çаплах та ирĕксĕр уйăрăлсан, амăшне тытса юлса, хурчĕсене кутăн вĕллене ярас пулать. Ib. Уя ĕçлеме кайнă хуртсем кутăн таврăнаççĕ те, çĕнĕ вĕлленĕ кĕрсе кăяççĕ. Бигильд. Çапа пĕлмен ал-ура хăйнех кутăн лекнĕ, тет. (Послов.). М. Васильев. Наччальник тавраш пырсан та, котăн тараç. Шурăм-п. № 23. Вăрă леш тĕнчере вăрланине кутăн хуçине памалла. ЧС. Пирĕн ялта пасар пулат; пасара выльăх-мĕн сутма илсе килсен, е аш-мĕн, е çу-мĕн илсе килсен, пасара кӳртмесĕр, кутăн хăваласа янă (прогоняли), тет. N. Çак сăмаха вола котăн (читай назад, в обратном порядке; напр., çараараç и т. п.). ЧП. Урама кутăн (задом на улицу) пӳрт лартрăм, вуникĕ кусуй кастартăм. Альш. † Елшел урам — аслă урам, урама кутăн пӳрчĕсем (окнами во двор). К.-Кушки. Кутăн пырап. Иду задом (т. е. противно обычному ходу). Чув. пр. о пог. 17. Хĕвел кутăн (каялла) пăхсан, çăмăр пулать. Если солнце, заслоненное облаками, освещает отраженным светом к востоку, то быть дождю. Календ. 1904. Хĕвел кутăн (каялла) пăхсан, çумăр е çил пулать. Сред. Юм. 'Котăн хĕвел'. Пĕлĕтлĕ кон хĕвел, пĕлĕт айĕнчен корнмасăр, пĕлĕт çине ӳксе çав пĕлĕт çинчен çутă корăннине калаççĕ (отражение света солнца с облаков в облачный день. (Срв. Бгтр. Хĕвел, пĕлт айĕнчен тохса, анса ларнă чох пăхсан, çомăр полать). || Вверх ногами. Орау. Мачча çумăнче шăнасам пак кутăн утса çӳреççĕ. (Сказка). N. Вĕрен тăрăх икĕ чалăш хăпарса, кутăн анатпăр. Тораево. Улпутсам çитрĕç, тет те, Сохрон кутăн çакăнса тăрат, тет. Орау. Шăтăкпа вĕрен тăрăх ансан-ансан, тепĕр патшалăх пур, тет. Унта çынсем, эпир мачча çумăнче çакăнса тăнă пек, кутăн çакăнса утса çӳреççĕ, тет. Шăтăкран çĕре ансан, пĕтĕмпех тĕлĕнсе кайнă, тет, ку: ку аялта тăрать, тет, лешсем мачча çуммĕнче (так!) çыпçăнса, утса çӳреççĕ, тет; çӳçĕсем аялалла усăнса çӳреççĕ, тет. (Сказка). Çĕнтерчĕ 30. Эпир япаласене пытарнине эсĕ кама та пулин пĕлтерсен, сана кутăн çакатăп (повешу)! Кан. Хамăр япăх ĕçленине курса, кутăн выртса услама çапаççĕ. Якейк. Эп шăва (= шыва) кĕнĕ чох яланах пĕве пуçĕнчен (с плотины) котăн сикетĕп (головою вниз). N. Кутăн тăрăнчĕ. Ткнулась вниз головой? См. кача. Г. А. Отрыв. Шĕвĕр тĕплĕ тимĕр витрене кутăн лартнă евĕрлĕ пуç çинче ларса пынă (çĕлĕк). || Неудачно. Paas. Ĕç кутăн пычĕ (шло). || Упрямый; упрямец. Якейк. Кутăн, человек злого, придирчивого характера. Ib. Эп онашкал котăн çын нихçан та корман. Ib. Котăн çын, тесе, ялпӳçсене калаççĕ (деревенских кулаков). Юрк. Арăмĕ хăй пеккиех наян япала пулат, кутăнскер; хуняамăшĕ ĕçе хушсан, питех итлемес. Кан. Эрехшĕн, кутăн, виçĕ кун хушши çакăнса тăма хатĕр. Кильд. Арçынĕ (муж) кутăнтарах, ял çинче çӳрекен çын пулнă вăл («кутăн» противоположно «лăпкă», «кунĕ»). П. И. Орл. Кутăн йысна шурă кĕпе тăхăннă, янахи айĕ маччана тивет. (Кăмака). Изамб. Т. Йытă та: тух, тесен, тухат, эсĕ йытăран та кутăн. Сет-к. Котăн — драчун, забияка. Череп. Кутăн, упрямый, кляузник. Собр. Кутăна кутăн пуçлăхĕ, наяна наян пуçлăхĕ кутран вуникĕ вĕçлĕ нухайккипе çаптарат, теççĕ. (Послов.). N. Котăн çын, любящий тягаться, сутяга, дерзкий, придирчивый; кому нельзя давать в долг. || Упрямство. Ала 30°. † Манăн упăшка пуласси кăтьăр кăтра çеç пулчĕ, кăтрисерен кутăн пур. || Притворство. См. кутăна пер.

кутуска

кутузка. Н.Шинкусы. Сутра вара юмăçне те, тасаттарма илсе килекен çыннине те, айăпласа, е штраф хуратчĕç, тет, е мĕн чухлĕ те пулин кутускана хупса лартатчĕç, тет.

кучченеç

(-ч'ч'эн'эс), гостинец(-цы); сласти; подарок. Тюрл. Арçын ачисем, кам çитерес килекенĕ, хĕрсене кучченеç çитереççĕ. Выла. Хăнисем вара сăрасемпе кучченеçĕсемпе пыраççĕ. Кучченеçĕсене икерч, чăкăт илсе пыраççĕ. (Микун). Байгул. Тута кĕçĕтсен, кучченеç çиет, тет. Ib. Кучченеç — всякое приношение со стороны родни, в виде лепешек и пр. (хăпарту, пашалу, кукли, пӳремечĕ). Ск. и пред. 33. Пырса курăнтăр анчах, пирĕн ун валли кучченеç виçĕм çулхиех пур-ха. N. Сĕтеле хыпалама тытăнтăм, кучченеç пĕр чĕлĕ касса илтĕм те, çисе ятăм. N. Ачи ашшĕсем пынă çĕре хĕр ашшĕсем те сăра туса, кучченеç пĕçерсе, пӳртсене çуса, карташсене тасатса хураççĕ. Ст. Чек. Пике валли кучченеçе картламасем, пурçăн туттăрсем исе килнĕ, тет, тетĕшсем. Альш. Пирĕн чăвашăн хăнаран кучченеç чиксе яраççĕ киле. Ăна вара лешсем, тавăрăнсан, çĕçĕпе касмасăр, алăпа хуçа-хуçа, малтан, «ваттисене» асăнса тин çимелле килте. Етрух. Сăра çме (= ĕçме) чĕнсен вара, арăмĕпе упăшки тумланса кучченеçпе каяççĕ. Сунчел. † Шурă перчетке сарă хĕрĕн кучченеçĕ; эпир атте-аннен кучченеçĕ. N. Хĕр панă чухне. Кучченеç леçсен'. Кĕрĕк тăхăнса, пурте, пӳрт тулли çын, ура çине тăрса, кĕлтăваççĕ «хамăр чĕлхепе». Хĕр ашшĕ, çĕлĕк илсе, алăк уçса пуççапат турра. Унтан кучченеçе çиеççĕ. N. Çавсене пурне те, тĕрлĕрен, кучченеçе илсе кайăр çав пуçлăх валли. || Взятка. Амалăх-Кипеней. Орау. Кучченеçе вĕреннĕ. Привык к взяткам.

кушак

(кужак), кошак, кошка. Ст. Шаймурз. Пӳрт тăрринче кушак пуçлă тăмана сиене кăшкăрат, тет. Синьял. Пĕр кушак пуçтаракан çын (кошатник) пĕр яла кушаксем пуçтарма кайнă, тет. N. Кушака (кушакне) кунтан илĕр. Возьмите отсюда кошку (кошку-то). Н. Седяк. Кушак питне çусан, хăна килет, теççĕ. (Примета). Т. Григорьева. Кушака кулă, шăшие вилĕм, теççĕ. (Послов.). Ib. Умран кушак каçсан, çул ăнмас, теççĕ. СЧУШ. Кушак кăмакана кĕрсе выртсан, сивĕтет. N. Кунта çын кушак вилли вырăнче анчах. Здесь человеку та же цена, что дохлой кошке. Ib. Ĕçпе каякан çын çулĕ урлă кушак каçса кайсан, çав çынна телей пулмаст. Ib. Кушак пит çăват пулсан, çав кушак хуçи патне çын килет. Орау. Ашшĕ-амăш суккăр пултăр, ачи-пăчи нуммай пултăр! тесе калать, тет, кушак. (Пожелание кошки относительно хозяев и ребят: если мать не видит, то кошке легко вытащить еду из рук ребенка). Ib. Этем кушак сыснине курсан, лайăх мар, тит. Ib. Çул урлă кушак каçса кайсан, çав тĕлтен улăм пĕрчи илсе, улăм пĕрчине икĕ енне татса пăрахаççĕ. Апла тумасан, мĕн те пулин пулать, тиç. Сред. Юм. Кушака кулă та, кушак кайăкне куççӳлли. Кошке — игрушки, мышке — слёзки. Ib. Кошак питне çăвать (кошак, малти орине çулласа, питне шăлкаласан, калаççĕ). Ib. Кошак пик (говорят про несмелого человека). Ib. Çола кайнă чох çол орлă кошак каçсан, олăм çӳппи татса, ик еннелле пăрахса хăвараççĕ. Ib. Кошак çӳлте пĕр татăк какай çакăнса тăнине корнă, тет те, илес тесе кармашрĕ-кармашрĕ, тет, илеймерĕ, тет. Кайран кайса ларчĕ, тет те: шăршлă вит о, мĕн тăвас онпа! тесе каларĕ, тет. Ib. Сан кошак йăмаххилле полчĕ ко. («Говорят, если человек сначала очень желает, а потом не может получить того, чего он желает, и сам же начинает говорить, что это плохое»). Ib. Мĕн çохрать çавăнта? тесен: кошак пуçĕ хĕсĕннĕ (увязла) те, кошак çохрать, теççĕ. N. Пуянăн кушакĕ те кайăк тытать, тесе, пĕр пуйсан, çыннăн таçтан та укçа кĕрет, тесе калассине калаççĕ. Бгтр. Кошак пит çусан, çомăр полать; чăрнисемпе качăртаттарсан, çил-тăман полать. СТИК. Эсĕ кушак çине ларнă-и мĕн? (Говорят тому. кто pepederit). КС. Кушак курпунне кăларчĕ (или: пĕкĕрлчĕ). Кошка изогнула спину. Образцы. 110. Йыснаçăмах (çавă) пур, тутине кушак çуланă (т. е. он ротозей, растяпа, рохля). Альш. Кушак пилĕк çура (3 котят) çураласа пăрахнă... В. Олг. Эх, кошак порнăç! (о привольной жизни). Якейк. Ăрамра кошак та çок (т. е. никого нет). Б. Нигыши. † Тытăр-хупăр (его) витене, ыран ирччен ан ярăр; кушак кулли ан тăвăр, ташлатмасăр ан ярăр! Якейк. Ман онта никам кошак та çок (т. е. никого нет). || Прозвище мужчины. Сред. Юм. || Назв. селения. Панклеи.

кӳл тĕп

тина. Альш. Кӳл тĕпне илсе, хăйăрпа хутăштарса сараççĕ те, кирпĕч тăваççĕ.

кӳлен

скопляться (о воде). Хĕн-хур. Вăл вара çул çинчи кӳленсе тăнă пылчăклă шыва ывăçласа илсе ĕçнĕ те, канмасăрах, тата малалла утнă. Орау. Ăрăмра шыв кӳлене-кӳлене тăра пуçларĕ, малашне ăрампа çӳреме кансĕр пулать. N. Вăл каланипе шыв кӳленсе тăракан вырăнсем пулнă. Ст. Чек. Кӳленсе тăрать (шыв). См. кӳллен.

кӳп

назв. болезни (большой живот у детей). Чăвашсем 7. Тата ача пысăк хырăмлă пулсан, ачана кӳп таптараççĕ. Вăл кӳпе таптарма ачана юмăç карчăк патне илсе каяççĕ те, ялта пĕр-пĕр арăм тунă пулсан (?), унăн çăпатине илсе пырса, ачана урайне вырттарса, çав çăпатана тăхăнса тапать те, тата ачана такана çине вырттарса, таканапа авăсать, ача ятне калать: кӳп тухтăр, тимĕр таканапа авăсса яратăп. Çак такана епле варкăштарса ярат, çавăн пек ача ăшĕнчен кӳп тухса кайтăр, тет. Тата, ачана урайне вырттарса, çинчен шăпăрпа шăлать: тимĕр шăпăрпа шăлса яратăп; шăпăр епле сирпĕтсе ярать, ача ăшĕнчен кӳп çапла тухса кайтăр, тет.

кӳптер

понуд. ф. от гл. кӳп. Скотолеч. 8. Хырăма кӳптерекен апата çисе, вар ыратсан. || Давать жрать или глохтить, «напарывать». N. Манăн хăна пеккисем пурччĕ-ха, çавсене кайса кӳптермелле. У меня есть кое-какие гостишки; надо пойти их напороть (т. е. накормить, напоить). Синерь. Арăм хытă сасăпа кăçкăрса пăрахрĕ, тет: кӳптернĕ! (дала жрать, собакам). Йӳç. такăнт. 12. Такамăн нумай-çке сана кӳптерме!... Орау. Шатуна (этого одра) кӳптерни те ахалех (не стоит), виç тăрăх вутта (три плахи дров) та туртаймасть! (Гов. о лошади). N. Митук вăрттăн-вăрттăн çаратса, йӳнĕ хакпа çуксенчен çĕр тара илсе, кантуртисене кӳптерсе пуйнă.

кӳрсе пар

подавать, приносить, возвращать. Бгтр. † Алăк патĕнче алтăр пурччĕ, илсе кай та, кӳрсе пар. Тет. Алана кӳрсе паратăр пулĕ. N. Кӳрсе параймарĕç. Не возвратили мне. Янтик. Исе каясса, исе кай та, анчах пĕр-ик кунтан кӳрсе пар, мана кирлĕ пулать. Орау. Паянах кӳрсе парăп. Сегодня же принесу вам обратно. Янтик. Иван, эс хăв кӳрсе пар ку кĕнекесене! Ib. Илсе каять те, кӳрсе памас у! || Подавать. Юрк. Пире çакна (это кушанье) кӳрсе пар халĕ тетпĕр (оффицианту).

кӳрĕш çынни

соседи. ЧС. Ăна (покойника) вара кӳрĕш çыннисем, таса çинçе пирпе çĕклесе илсе кайрĕç.

кӳсек

(к'ӳзэк'), рычаг. Тюрл. Байгул. Упăшки, часрах пĕр кӳсек илсе, пӳрте чупса кĕрет те, Ивана çапса вĕлерсе, каллах кантăк патне тухса тăрать. СПВВ. ИФ. Çапайман пысăк кӳсек çĕкленĕ, тет. (Послов.). Козл.р. Пĕренене кӳсекпе çăвăрса пăрах. Переверни бревно рычагом. См. хайăр. || Дубина, кол, рычаг. Урмар. р. || Брань. Изамб. Т. Кӳсек! çавна та çĕклейместĕн!

кӳште

(к'ӳшт'э), то же, что кӳте. Шурăм-п. № 1. Чăваш арăмин, чее ĕçнĕçем, ĕçнипе ăшĕ кӳштесе каять, тет. || Злобиться, быть в злобном настроении. Альш. Эпĕ ăна пĕр кун туя илсе каймарăм, вăл халĕ çавăншăн кӳштесе çӳрет. || Желать того, в чем после может раскаяться. КС. Арăмĕ ачисене ылханать: ма мур илмест-ши ку ачасене! тет. Упăшки калать: мĕн кӳштен, ачам! тет. || Завражн. Кӳштесе çӳрет. Ib. Эс кӳштетĕн-ха. Тебе нечего бога гневить! (ты недоволен своим счастьем). Чебокс. Ырра кӳштетĕн. Накликаешь беду. КС. Çавă та кӳштет-çке! (имеет все, а недоволен). || Ст. Чек. Кӳштесе çӳрет. (Человек) плачет, не может никак остановиться. Ib. Ан кӳште ĕнтĕ, çитĕ йĕме! || Притворяться, представляться. А. Турх. СПВВ. Мĕн кӳштетĕн? (из шалости представляешь, напр. хромого, нищего, пастуха и т. п.). . СПВВ. МС. Ку ача мĕн вырăнсăр макăрать, кӳштет-и-мĕн? теççĕ. СПВВ. ФИ. Ыратман çинчен ыраттарасси килнĕ пек: ыратать, тиекене: кӳштет [теççĕ]. Ильк. Кӳштет. Притворяется больным. (В оригинале: куштет). || Сятра. Мĕн кӳштесе (кӳштэзэ) ларатăн! Что несешь чепуху! Ib. Ан кӳштесе лар, çĕнĕ ойăк полсаç! Кăмак-к. Килĕнче кинĕпе улĕ, ашшĕне картмасăр, ашшĕ килтен тухса кайса, çапкаланса е ыйткаласа çӳрет-и, вара килĕнчисем ăна: кӳштетĕн! теççĕ (çын шутĕнчен тухса кайни).

кăвайт

кăвайтă (кы̆ваjт,-ды̆), мелкое топливо. Шурăм-п. № 18. Хăшĕ кăвайт хураççĕ (на костер). СПВВ. НН. Кăвайт — вак-тĕвек вутă, турпас. Хурамал. Кăвайтă — вĕтĕ тип вутă: хуран айне хума кăвайтă илсе кĕр. СПВВ. ПВ. Кăвайт, мелкие дрова, хворост.

кăвак

(кы̆вак, квак, коак), синий; сизый; серый; голубой. Ск. и пред. Пасар кăвак йĕмĕ. Ачач. 82. Чӳречисене кăвакпа сăрланă (у дома), карнисĕсене пит капăр эрешлесе пĕтернĕ. Синьял. Вăрман хĕрĕнчи кăвак пĕлĕт, тем çăвасси пур халĕ. Ib. † Вăрман хĕрĕнчи кăвак тĕтри, карĕ вăрман тăршшĕпе. С.-Устье. Кайăр кунтан, кăвак кĕреçесем! Ядр. † Кăвак-кăвак кăвакарчăн, йăви тавра çавăрнат, икĕ çунатне шарт çапать: пĕр çăмарти çук, тиет. Образцы. Кăвак кăвакарчăнăн кăвакĕ çук, шурă кăвакалăн тĕпекĕ çук. Ала 60°. Кăваках канторне те кĕрсе тăрсан, авкалантăм хура та çĕлен пек. Ст. Ганьк. † Çӳл ту çинчи кăвак юман. Собр. Кавак хирте кĕмĕл выртать (пĕлĕтсем). Чăв.-к. † Вăрман хĕррисенче кăвак пылчăк, кĕпер хывса каçса пулмарĕ. М. Чолл. Иван çавăрăнса пăхать — кăвак кашкăр (серый волк). ЧП. Аслă çул хĕррисем кăвак чечек, çулаймарăм кăвакки (синие лепестки) тăкăниччен. Микушк. † Кăвакарчăн кăвак, чĕкеç хура. Эсир (= ты) лайăх, эпир (= я) начар — эпĕ тăраймăп сирĕн умăнта (так!). N. Кăвак сурăх кĕрте ларĕ. (Сĕрĕм тини, т. е. тивни). || Сивый. Образцы 40. Кăвак-кăвак лаша та, кăтра çилхе, тураса йĕс тура витмерĕ. Ала 65. † Кăвакран кушма пустартăм, витеймерĕм кăвак утма. Альш. Вăл чӳке ялан кăвак лаша пусаççĕ. || Седой. N. Пĕр кăвак сухаллă ватă ăстарик. Ск. и пред. Кăвак ватă карчăк. М. Тув. † Кăвак пуçлă атийăм кăвакарнă укçипа кăвак лаша илсе пач (= пачĕ) пире туя парса яч, туй илемне кӳресшĕн. Кĕвĕсем. Шурти, шурта шур лаша та, шурă та пулсан, кăвак юртат. (Смысл м. б такой: «хоть и белая, а рысит по-сиврму», т. е. как сивая). С. Тим. † Хапха умĕнче кăвак пăр, ирĕлмессĕн сунатрам? || Зеленый (в перен. см.). Иштерек. Эсĕ кăвак-ха, ним те корман. Ты еще зелен (т. е. молод), ничего не видал. (Так обыкновенно говорят взрослые молодым, желая подчеркнуть их молодость и неопытность. В остальных случаях употребление «кăвак» в зн. «зеленый» неизв.).

кăвакар

(-гар), синеть, посинеть, багроветь, сереть. Шурăм-п. Эпир хăраса, чĕтресе, кăвакарса кайрăмăр. К.-Кушки. Арăмин пичĕ кăвакарса çӳрет. Его жена все время ходит в синяках. Ib. Пĕтĕм пичĕ кăвакарса тухнă. У него все лица в синяках. Ст. Чек. Атăл хĕрринчи пĕлĕт кăвакарсан, тăман пулат, тет. Ib. Пелĕт кăвакарат, çумăр тухат пулĕ. Çумăр пĕлĕчĕсем курăна пуçларĕç, ăна курсан вара: пĕлĕт кăвакарат, теççĕ. Завражн. Кăвакарать. Хмурится (погода). Чуратч. Ц. Çăмăр кăвăкарса килет. Надвигаются дождевые облака (серые). Чув. пр. о пог. 153. Çăмăр пĕлĕчĕ тискеррĕн кăвакарса, мĕкĕрсе килсессĕн... Если тучи страшно синеют и гудять — «не к добру». Н. Тим. Пĕлĕт хĕвеланăç енчен кăвакарсан (если соберутся тучи); ăшă пулат. ЕСИÇ. Камăн куçĕ пуçĕ кăвакарса çӳрет? (о пьянице). Орау. Пурни вĕçĕсем пĕтĕмпе хĕрелсе, кăвакарса каяççĕ (от копанья земли, в игре). N. Саламатпа çурăмĕ кăвакарса тухиччен (до синяков) хĕртнĕ, тет. N. Çав чĕпĕтнипе ман алă кăвакарчĕ. От его щипка у меня сделался на руке синяк. N. Кăвакарса ларчĕ. Якейк. † Мăн çолçинчи опос вырĕс (так!), валти лаши кăвакарнă, хӳри çилхи кăвакарнă: çол тытасси (держать путь) йăвăр поль. || Седеть. N. Унта хăраса ларнипе виçĕ кунта çӳç кăвакармалла. Сир. Çӳç кăвакариччен... Шел. П. 55. Ватăлса кăвакарнă карчăкпа старик те пур. || Плесневеть. Орау. Пирĕн пӳрт пĕренисем кăвакарчĕç (заплесневели стены). М. Тув. † Кăвак пуçлă атийăм кăвакарнă укçипа кăвак лаша илсе пач. Скотолеч. 8. Кăвакарса кайнă утă. || Ржаветь. Чув. пр. о пог. 94. Тырă вырнă чух çурла кăвакарсан (тутăхсан), çăмăр пулать. Если во время жнитва серп потемнеет (заржавеет); будет дождь.

кăвас кĕселли

род киселя из кислого теста. Сред. Юм. Кăвас кĕселли тесе, çăкăр пĕçерме хурса лартнă кăвасран илсе, çемçе нимĕр пик туса пĕçернине калаççĕ.

кăк

(кŏк, кы̆к), корень; комель. Б. Нигыши. † Пирĕн килеми пит куннĕ (так!): суса сухан ларттарать. Пĕр кăк (луковица) çухалсан, мĕн курас? (Свад. песня, намекающая на строгий, злой нрав свекрови). N. † Пĕр кок (так!) сохань пĕр котра. Якейк. Эпĕр кăçал апат пĕçерме ик-виç кăк (2-3 куста картофеля) анчах кăлараппăр. Ик виç кăкран кăларнă омма (картофель) апат тума çитет. Ib. Пирĕн анкартинче кăк кăлармалисам пор-ха (есть корни, которые надо выкорчевать). Кан. Вĕсен те 500 кăк лартнисен кăçалах пĕрер пăт хăмли пулса кăтартрĕ (уродилось). Букв. 1904. Чи кăкĕ патĕнчех (у самого корня) унăн çавракăшĕ (в обхвате) темиçе хăлаç пулать (у дуба). || Выкорчеванное дерево(-вья) КС. Кăк тияма карăмăр. || Корчеванье. Кĕвĕсем. Хура лутра ачасене ир тăрас та, кăк патне! (на корчеванье). Зап. ВНО. Кăк; кĕк тупан (полоз из корня). || Основание некоторых органов. КС. Хул кăкĕ. (чит. кŏк'), плечо и подмышка. Зап. ВНО. Ура кăкĕ. Скотолеч. 12. Унтан çав чустана пĕр татăк татса илсе çăнăхпа йăвалас пулать те, лаша чĕлхи кăкне (тĕпне) хурас пулать. Пшкрт: хы̆лђа кы̆кн'а (за ухом) пы̆д'и (клещ) ларза. СПВВ. Кăк; кăкла: кăк кăклас; пĕç кăкĕ, || Пшкрт: с'ырма кы̆ђы̆, верховье. || Устье оврага? Ярмушка-к. Услăх çырми кăкĕ Кăканар çырмине тухнă çĕртре. || Происхождение. Г. А. Отрыв. Элмен (назв. селения) мĕнтен тухса кайнă (унăн тĕп кăкĕ).

кăлар

(кы̆лар, клар), вынимать, вытаскивать, вырывать, выносить, вывозить, добывать. Альш. Хăшĕ (иные) хапхисене кăлара-кăлара ывăтнă (во время пожара). N. Хаçатне урама кăларса çаксанах (вывесили), Чавка Ваççи хăй çинчен çырнине чĕрсе тăкрĕ (изорвал). Икково. † Шор тоттăрăн çӳçи çок; кăларсан (если выпустить?) çӳçи полмĕ-ши? Изамб. Т. Ул вара пур хĕрсене укçа парат та, йапалисене урапа çине кăларат (выносит). || Моштауш. Тата хăшĕ пӳртлĕх кăлараççĕ (вывозят на определенное место, но не домой) те, пураттараççĕ те, сутаççĕ илекенсене. Бес. чув. Унăн аслă ывăлĕ, хай лашине хĕнекен Хайрулла, çав лашипех вăрмантан пĕрене кăларма (вывозить на определенное место, но пока не домой) кайнă. N. Вăрман парас пулсассăн (если дадут), çывăхарах кăларма тăрăшăр. См. тух. Ск. и пред. 102. Хĕлле пулсан, йăлăмра халăх пӳртлĕх кăларать. N. Пĕчик пичче пӳрт пĕрени кăларать. Собр. † Аллăм тулли кĕмĕл çĕрĕ, кама кăларса (снявши) парам-ши? Якейк. Ĕнер аран сӳс кăларса пĕтертĕмĕр. Ib. Ата, Мари, сӳс кăларма? — Çок, ман сӳс халях полимаçть-ха; эп сантан каран хотса (помочила). N. Вĕсен хăйсен кашнийĕн пахча çимĕç пур; çиес килсен, кăларать-татать-çиет. N. Çамрăк йывăçа кăларасси йывăр мар. Орау. Çул çинчи (на мостовой) юра тасатса, чулнех мар, тесе, кăна хăй хăранине кăларса каламасть пулмалла. || Оправдывать, наверстывать (расход). ||Обьявлять, заявлять; кăларнă та (доскребли до камня), çуна тупань шынисем чула перĕнсенех, лашасам тапах (сразу) тăраççĕ. Латыш. Пĕр вăхăтра турă шаланкăпа (канюку) ула-курака шыв кăларма (добыть из земли) хушнă. (Из сказки). Орау. Хĕрарăм пĕр пĕрчĕ кăларсач [тайком продает из дому имущество], пин пĕрчĕ тухать, тет. (Нечто в роде послов.). Сред. Юм. Килтен япала кăларать. [Так говорят, если у кого-либо один из членов семьи имеет любовника (resp. любовницу) и тайком передает (таскает) ему (resp. ей) вещи из дома]. Орау. Микула арăме тыр кăларса сутать (тайком от мужа), теççĕ. ТММ. Вăрлăх кăлар, çурла кăлар, начать сеять, жать. || Вычитать (в арифметике). || Насчитать. N. Хӳмине этем виçипе виçсе тухса, çĕр хĕрĕх тăватă чике (локтей) кăларчĕ. || Лишить (напр. голоса, земли). Кан. Кăларас ăна сасăран, кăларас! тесе, кăшкăра пуçларĕç. || Пропустить, продеть. Бгтр. Çак йĕп виттĕр канат кăлар, вара, кăларсан, икĕ пин тенкĕ парăп. || Снять. Юрк. Кĕрӳшийĕн (у жениха) аттине уринчен хĕрĕ (невеста) туртса кăларса хыват. || Согнать. N. Ман йăвана (в мое гнездо) темĕскерле кайăк кĕрсе выртнă. Атя-ха, кăлараймăпăр-и ăна? || Низложить. N. Патшана кăларчĕç. || Выводить. N. Вăсам (голуби) çав çура (в это лето) икĕ хутчен чĕпĕ кăларса карĕç. N. Вăл çăмартасене чăха айне хурса кăларсан, вара пĕр çăмартинчен йытă, тепĕринчен çĕлен, тепĕринчен куйкăрăш пулат, тет. || В. Ив. Аван вăрлăха килте кăларнине нимĕн те çитмест (т. е. всего лучше засевать своими семенами). || Выпускать. N. Хама хулана кăлармаççĕ. Учите детей. (Ачана) çын патне пит каларас пулмасть. || Взыскать, вытянуть, extorquere. Кан. Ку пилĕк тенке паянах кăларăп сантан (т. е. отомщу тебе за пятирублевый штраф, наложенный на меня из-за тебя). || N. Хăва (ты сам) курăс кăларатни. || Увезти невесту увозом. Ск. и пред. 63. Петĕр ĕнер сана хĕнерĕ те, кĕçĕр йăмăкна каларса каяс тет. || Выхлопотать. N. Пенççи кăлар, выхлопотать пенсию. Альш. Кăçал манăн Шăмăршă вăрманĕнчен пӳртлĕх вăрман кăларасчĕ (выхлопотать бы). N. Халĕ халăхсем хушшинче халап нумай çӳрет: çĕр кăларса валеçес, теççĕ. || Обнаруживать, выказывать. N. Ял-йышĕсем укçине кăларасса кĕтеççĕ, анчах çук укçа, тухмастех, укçа илсе килни ниçтан паллă мар (совсем не видно, чтобы он приехал с деньгами, нажитыми на стороне). || ТХКА 108. Мана хăратас. Разглашать. N. Çын çине сăмах ан кăлар. Чăв-к. Тăвансем, тантăшсем! Эпĕ усал каланă пулсан, кăларăр çакăнта. || Издавать. N. Çапла туни малашне те халăхсăр пуçне çĕнĕрен закон-мĕн кăлармасса сăмах пани пулать. N. Бюрократия, халĕ хăй майлă çынсене Думăна кӳртме суйлас умĕн, тĕрлĕ çĕнĕ йĕркесем кăларан пек турĕ. || Исполнять (напр. музыкальную пьесу, декламацию и т. п.). || Взорвать. В. Олг. Каран çортая вот тивертсе кăлармашкăн ярнă салтака (в подкоп). || Лить, источать. Ст. Яха-к. Тата унта хăшĕ, тепле çуна айне пулнисем, халăхран катанарах кайса, сăмсисенчен юн кăларса тăраççĕ. || Выдумать, ввести в употребление и т. п. БАБ. Унччен пирĕн ялсенĕн нимĕскерле киремет таврашĕ те çукчĕ, тет; вара çак чăваш, пирĕн ялта пурăна пуçласассăн, пирĕн ялти киреметсене пурне те кăларнă, тет. || N. Çав сăмахран вăлсем, ухмахсем, халап кăларнă. || Сделать, создать. Задонский. Шуйттана та çылăх шуйттана кăларнă (сделал диаволом). N. Асла кăлар. || Создать. ПВЧ. 104. Пирн пуç çĕнчи (= çинчи) йăвăр хуйха курайман тăшман кăларчĕ. || Добывать. N. Ăçтан кăна кăларат! || Устроить (дело). N. Ĕç кăлараймарĕ. Дело сделать, дело устроить не смог (напр., ходатайство не удалось). || Выделать. С. Тим. † Пирĕн хĕр пит маттур: виçĕ çурăм йĕтĕнтен кĕрӳ кĕпи кăларчĕ. Качал. Пĕр юмана касăп та, икĕ такана кăларăп икĕ пулене тăвăп. (Йĕкел). Якейк. Ку крешрен çичĕ хăма кăларас, теп (хочу). N. Виçĕ тĕрке пушăтран хăрах (на одну ногу) çăпата кăларчĕ. || Делать выступом. Альш. Елшелин урамалла крилтса кăлараççĕ (так, что оно выступает на улицу) пурин те. Ib. Пӳрт умĕнчен урама кĕрилтса кăлараççĕ. || Амалăх-Кипеней. Хытă кăларакан чул, хорошо мелющий жернов. || Выкашивать (о косе). Альш. † Ман çаваçăм вырăсла: вăр çавăрса сулăнса, çĕклем утă кăларать. || Уговорить девушку выйти замуж за себя. Юрк. Ачăрсем те маттур, йĕкĕт, теççĕ, мĕшĕн кăлараймастăр савнине. || Разобрать. N. Анчах вĕсем вăл çырăва (надпись) пĕри те кăларайман (не сумели разобрать). || Орау. Вырăсла пĕр сăмах та кăлармасть (говорит по-чувашски чисто). || Произносить. Альш. Калаçма та тутарсем манерлĕрех кăларса калаçатчĕç калаçнă сăмахĕсене (они). ТХКА 62. Ман арăм пăртак çармăсларах кăларать сăмаха, мĕншĕн тесен эпĕ арăма Атăл хĕринчи Шамал патĕнчен илнĕ. || В качестве вспомог. гл. N. Пĕр-икĕ станция (= стантсă) та иртмерĕ пулĕ, эпĕ хай хаçетĕме часах вуласа кăлартăм (прочитал). Альш. Авă пирĕн паян хыçалти пӳртрĕ çăкăр пĕçерсе кăларнă (испекли) — ăшă; çавăнта тухса выртар. Цив. Лаши кутне çавăрчĕ те, тапса, пуçне шăтарса (пробив), мимминех сиктерсе кăларчĕ (вышибла мозг). Юрк. Тепĕр ырă памĕтник умне чарăнсан, ун çинчи çыруне вуласа кăларчĕ (прочел).

кăлăх

(кŏлŏх, кы̆лы̆х, Хорачка: кы̆лы̆к), напрасно, попусту ни с того, ни с сего. Регули. Кăлăх (кăлăх хисепе) ан попле ытлашши! Чертаг. Кăлăх сăмах (= ытлашки) ан калаç. Ст. Шаймурз. Çулпа пынă чух çул урлă сан умăнтан кам та пулсан пушă витрепе каçсассăн, çул кăлăх (неудачлива) пулат, тет. N. Кăлăхах йĕркесĕр ĕç тăвакансем пулччăр. Юрк. Çыру ярассу пулмасан (если не хочешь посылать письмо), мĕн тума кăлахах çынна апла каласа кĕттерсе тарас?! Ib. Ху çумна илес пулатчĕ, эсĕ кăлăхах унта хутăн. Ib. Вал çапла кăлăхах кулса янине ывăлĕ курсан: анне, мĕшĕн эсĕ кулатăн? тесе ыйтат, тет. Ib. Мĕшĕн çыру ямасăр тăратăн? Калăхах çынна ан тарăхтарса тăр. Ib. Упăшки, чăнахах шăтăк сăмавар тыттарса ячĕç (всучили) пулĕ, тесе, хăраса: çĕнĕ сăмавар кăлăхах юхса тăмĕ ĕнтĕ, ан калаçса тăр! тесе, шанмасăр, сăмавар ăçтан юхнине курасшăн пырса пăхат. Альш. Кăлăхах укçа патăн эс ăна. Изамб. Т. Кăлăх чупса çӳретĕн! А. Турх. Ăна кăлăхах айăпларĕç (обвинили понапрасну). Хорачка: пустоj кы̆лы̆к соjалат. Ib. накы̆лы̆к соjалары̆, jэ̆ргэ̆ с'ок н'имэ̆скэ̆рдэ̆ || Чăв. й. пур. 37. Çимун, вăрман хĕррине илсе кайса, кăлăх çĕрех кăтартнă вара [указал на первое попавшееся (?) место]. N. Халĕ ĕнтĕ кăлăхах савнă ывăлĕ ăна, ватăскере, пăрахса, юта тухса каясшăн. ППТ. Хăш-хăш чухне е хамăр кас марри, е ăратне марри хам çумри ачана паратчĕ (çимĕç) те, темшĕн мана памасчĕ, манăн çавăнпа кăлăх кăмăл хуçăлатчĕ. || Напраслина, тщета. Бел. Гора. † Ан ятлăрсем, аттепе анне, ялти çамрăксем кăлăха калаçнăран. Хĕн-хур. Кăлăха (без дела) вăхăт ирттерес мар, тесе, вăл яшка-çăкăр çиессе те ура çинчен анчах çинĕ. || Довольно, очень частенько. Янтик. Малтан кăлăх пит аван калаçкаласа тăратчĕç, унтан, темшĕн, вăрçрĕç-карĕç. Ib. Кăлăх хытă утса пыраттăмăр: ман тутăр ӳксе юлнă! тесе, кăшкăрчĕ-ячĕ Пăлаки. N. Вăл холана кăлăхăх кайать (часто). Изамб. Т. Кăлăх кирлĕ япала (довольно нужная вещь), эсир ăна çĕмĕрнĕ! А. Турх. Кăлăх аванччĕ. Был довольно хороший. Ib. Кăлăх аван пынă çĕртен темĕскер пулчĕ! Так все хорошо шло, и (вдруг) что-то стряслось... || Ашнĕ-амăшне. Куми (= его кума) çапла калани Кĕркури кăмăлне кăлăх кайнă. Тюрл. Кăлăх лайăх çын, хороший. Чертаг. Кăлăх нумаях мар, не очень много, не зря много. || Хороший (лайăх)? N. Кунта кăлăх хыпар пур.

кăмака шăтăкĕ

печурка. СПВВ. Сред. Юм. Кăмака шăтăк тесе, кăмака çумне вак-тĕвек япала хума хăварнă шăтăка калаççĕ. С. Айб. Кĕлтесене лахханран илсе кăмака шăтăкĕсенче типĕтрĕмĕр. ЧС. Кăмака шăтăкне хураççĕ.

кăмăл

(кŏмŏл, кы̆мы̆л), сердце (в переносном смысле), средоточие человеческих чувствований. N. Уçă кăмăлпа савăнса пурăннă. БАБ. Аттен кăмăлĕ вара çав сăмахсемпе çаврăнчĕ те, кĕпене тăхăнса ячĕ (т. е. он поддался убеждениям). N. † Чĕнтĕрлĕ кĕпер — юман кашта, унăн айĕсенче кăвакал; кăвакал та лартăр, хур та лартăр, ан юлтăр-и кĕперĕн кăмăлĕ! ЧП. Сарă кăтра çӳçĕме ӳстертĕм лавккари йăс (= йĕс) тура кăмăльшăн. Ал. цв. 1. Кăмăлăр мĕнле кученеçе савать, эпĕ сирĕн валли çав кучченеçе илсе килĕп. ЧП. Çамрăках та кăмăлпа кулса яр, манăнах та кăмăлма уçса яр. N. Вĕсем ачи-пăчине: эсир чӳкленĕ вăхăтра пĕр-пĕринпе ан вăрçăр, епле те пулса çемçе кăмăлпа çӳресе ирттерĕр, тесе, вĕренте хураççĕ. N. Ăшĕсенче усăл кăмăл тытакан тĕрĕс мар çынсем. N. † Сан кăмăлă епле-тĕр, ман кăмăлăм сана туртатĕ-çке. N. Кăмăла çын çумне çыпăçтар (влюбиться). Образцы 102. Савап, тесе, мĕшĕн улталан, кăмăлăнта пулмасан? N. Çакă çамăрк хуçа арăмне пурте пит кăмăлтан (искренно) савса юратнă. N. † Çак ыр хоçа кăмăлне йори килтĕм йорама. Сĕт-к. † Эпĕр çиччĕн пĕр тăван, çич çил армань лартрăмăр; çич çил армань хошшине йĕсрен кĕпер хурăмăр (= хыврăмăр); йĕс кĕперĕн варрине кĕмĕл йопа лартрăмăр, кĕмĕл йопа кăмăльне çичĕ пăчăр пырса лар(ч); çичĕ пăчăр пыршинчен чĕн тилкепе хотăмăр. Чĕн тилкепе шартлатать, хора лаши хортлатать. Кайăр контан, хора, хĕрсем, килĕр конта, сар хĕрсем! ай, мочай, хватьяр яр, хватьяр яр та, хĕрне пар. Якейк. Кăмăлна йăвăр илнĕ полсан та, паянхи кон çавăр! Хотя ты и сердита, но забудь это на сегодняшний день! N. Вăл чашка ак епле кăмăлĕсемпе тăваççĕ. ТХКА 58. Çапах кăмăл выçă вара ман. Пурне те ярса илесшĕн эпĕ. || Желание, сердечное предрасположение. РЖСК 2. Ватă (старик) вĕсенĕн кăмăлне тунă (исполнил). Кĕвĕсем. Хăта ярса хăтапа килмесен, вăрласа илес кăмăлăм пур. Собр. Çула çӳрес кăмăлă пулсан, хăнтан вунă хут лайăхрах юлташ тупса кай, теççĕ. (Послов.). Тоскаево. Кăмăл килен пĕр турам, кăмăл юлан çĕр турам, теççĕ. (Послов.). Собр. Кăмăл турам — пĕр турам, теççĕ. (Послов.), ГТТ. Ман кăмăлпа вăл кунта пĕртте ан килтĕрччĕ. Я совсем не хотел бы, чтобы он приехал сюда. Ск. и пред. 95. Мĕншĕн манăн камăла, çав юлашки кăмăла, тумарăн-ши, аттеçĕм? СРОВ 5. Ашшĕ унăн (ее) кăмăлне хирĕç пыман (не препятствозал). Юрк. [Пихампар] чун-мĕн çуралсанах, ăна ăс панă, кăмăл, хастар паyă. И. Е. Ефим. Ку çыру хыççăн тата ярас (послать) кăмăл пур, N. Мĕн чухлĕ пама кăмăлĕ пур? За сколько хочет он отдать? N. Хăй кăмăлĕ хыççăн кай. ЧС. Ĕнтĕ хăй кăмăлĕ: вилет-и, юлат-и — кайса пăрахас перех хутчен (т. е. если он сам хочет, так все равно, пожалуй, отвезти что-ли его в больницу — умрет ли он там, или выздоровеет). Пир. Йал. Вăл ял халăхĕ кăмăлпа памасан, районри çĕр комиççи урлă ыйт. N. Кăмăлпа тунă ĕçре хăвалани вырăна килмест. N. Пурте ку ĕç кăмăлпах (добром) иртсе каять пулĕ, тесе, шухăшланă. N. Парсан, ырă тăвас кăмăл пур; памасан, усал тăвас кăмăл пур. (Сĕрен). Альш. Кăмăлĕсем пурин те уччилнире. Конст. чăв. Эпĕ вăсене пĕтĕм ялтан-йышран салам калăп; вăсем те, кăмăлĕсенче пулсан, салам каласа ярĕç хурăнташĕ-ăрăвĕсене. Якейк. Кăмăлне кирлĕ таран вăл паломми толтарчĕ (сколько ему угодно было, столько нарвал). Трхбл. Ĕнтĕ кăмăлăр пысăк, кăмăлăр пысăк (ваши сердечные запросы, требования велики); кăмăлăр юлсан епле тупам-ши? Юрк. † Сарă хĕр, сирĕн кăмăлăр пит пысăк, кама каяссине пĕлетре? Хурамал. † Çынсен кăмăль (запросы) пит пысăк; эпир уна кӳрес çук, кӳрсен, кӳрĕ ырă çын. ЧП. Кăмăлăрсем пысăк (вы горды) — юраймăп. Тим. † Ай-уй, савнă тусăм, хура куçăм! кăмăлăрсем пысăк пулсассăн, пирĕн, тус тусассăн, урăх та пур (найдем другого друга). || Свойство характера. N. † Манăн кăмăлăма эсĕ ху та чухларăн пулĕ, апла çынсене эпĕ питех мухтамастăп. N. Кăмăлĕ аслă унăн. ЧП. Йăвăр сăмахăра ан калăр: кăмăлăм çемçелчĕ, чăтаймăп. Собр. † Акка, санăн кăмăлу пит аван, мĕн курассисене пĕлетре? Юрк. Вĕсем те ăна, усал кăмăлне пĕлсе, кахала, нимĕн те памаççĕ. Хора-к. Кăмăла кора тор парать; (Поверье). Н. Пинер. Кăмăла пысăк тытсассăн, кăмăла çилпе хуса çитес çук. (Послов.). Юрк. † Кăмăлăр лайăх — юрлаймăп. Якейк. † Кĕмĕл çĕрĕ кăмăлăм; тохса, ӳксе çохаласран ыр хĕр илсе тăхăнинч. (Солд. п). Н. Карм. † Манăн кăмăлăмсем пит хытă мар, часах юлĕ, сиввĕн пăхсассăн. || Настроение. Иревли. Халĕ ĕнтĕ куратăпах (непременно увижусь), тесе, хуларан тухса кайрăм, кăмăла çĕклентерсе. Е. Орлова. Манăн паян кăмăл лайăх. У меня сегодня хорошее настроение. N. Ачасен кăмăлне (кăмăлĕсене) ан пăс. Не расстраивай (не обижай) детей. || Удовольствие. ТХКА 23. Этем ӳтпе тăрăнса ларап та эпĕ, юн сăхатăп; ман мĕн пур кăмăл çавăнта, тет сăвăсĕ (клещ). || В зн. послелога. ЧП. Юрлассăм килсе юрламастăп, пĕр сирĕн кăмăлшăн (ради вас) юрлатăп. Якейк. Эп çакăнта ма килтĕм? — Пичипа инки кăмăлне.

кăмăл килни

быть довольным; иметь расположение. Азбаба. Çынсен уншĕн питĕ кăмăлĕсем килчĕç (были этим довольны). Альш. † Кăмăл килен ташлăрах, ухуталли тапăрах! Ib. Кăмăл килмен çĕре ирĕксĕр илсе ан кайччĕр.

кăн

(кŏн, кы̆н), вытянуться, выпрямиться, разогнуться. Н. Седяк. Кăннă = авни чăсăлнă. Тюрл. Пĕкĕ кăнса (кŏнза) каять, чарăлса. Ib. Çона пуç кăнса кайнă. Изамб. Т. Пĕкĕ кăннă (разогнулась). Тускел. Кăннă. Раскрутилась развилась (веревка). Ib. Пăяв вĕçĕ кăннă (конец веревки развился). || Протянуть согнутую руку (а чăс — протянуть опущенную руку). Синерь || Умереть. Н. Седяк. Кăннă = вилнĕ. СПВВ. МА. Ку çын кăнса выртнă. Вилсе выртнă. N. Кăннă — умер или, вернее, окочурился. КС. Вăл кăнчĕ (умер. — Это слово употребляется для выражения иронии, злорадства и безучастнсго отношения говорящего к предмету суждения). ЩС. Иртнĕ пасарта икĕ çын кăннă, тет (отправились на тот свет). СПВВ. Кăнса выртнă (умер). N. Кăнчĕ вĕт (= пĕтрĕ)! || Отвердеть (от усталости, о ногах). Сред. Юм. Пит нăмай ôтсан, кансан, пĕтĕм ôрасĕм кăнса каяççĕ. || Тет. Вар кăннă (кŏннŏ). Овраг прошел? (весною). || Выдыхаться. Сред. Юм. Сăрана, нухрепрен илсе тôхса, çич сакăр сехет лартсан (дать постоять), кăнса (у др. хытса) каять СПВВ. ФВ. Кăннă тесе, сăра е эрех сӳрĕлнине калаççĕ, тата авнă япала тăсăлсан та: кăннă, теççĕ; çуна тупанĕ кăннă, теççĕ. Изамб. Т. Сăра кăннă (= сĕвĕрĕлнĕ). N. Сăра кăннă (говорят про пиво, когда оно долго простоит в теплом месте и потеряет свой приятный вкус).

кăнтар канни

время обеда. Завражн. Кăнтăр канни çитеспе ана çине шыв илсе пыр.

кăнчала

(кы̆нџ̌ала, кŏнџ̌ала), см. кĕнчеле. Орау. Кăнчалине кăрлаттарса (?) туртса ларать, пĕр карчăк (юмахран). || Прядево. КС. Пĕр кăнчала çăн, сӳс (приготовленное к пряже). СТИК. Кăнчала — сверток очищенной шерсти, приготовленной для пряжи (весу в нем около 1½ ф.). Б. Олг. Хоçа арăмĕ çăмне (с'ŏмн'э) тапса (похса?) тăрат тапнине, карян тĕркет кăнчалине такана ăшĕнче. Якейк. Эп анчах кăнчала туса çыхрăм (= тăпкаран сăйĕ-сăйĕпе илсе, тепĕр çĕре хораççĕ те, çана карян чăркаççĕ; кăнчала чăмăр, вăрăм полать). Б. Олг. Тыллаччĕ (коноплю) тылăпа... карян хĕрарăм она, хăнча ерçсен, шăртлат она, кăнчала туат... Потом вара арлат. Кăнчалапа яш арăм арлама каят поскиле.

кăнчала урапи

прялка. КС. Хир-б. Наçтуç кăнчала урапи илтерчĕ, халĕ урапапа арлат; тепĕр тĕслĕ: кăнчала арламалли машшин. N. Упăшки ăна пасартан кăнчала урапи илсе килчĕ.

кăпкăрă

(кы̆пкы̆ры̆), исчез (-ла, -ло, -ли), и в помине нет (с тат.) Альш. (Салтаксем) ылттăна кураççĕ те, вăрттăн илсе, тара параççĕ, тет. Старикпе карчăк тараççĕ те, ылттăн кăпкăрă (= тип-типĕ), тет.

кăпшаклан

дрябнуть (о репе). Зап. ВНО. † Кăпшакланнă çарăкĕ кам хырăмне кĕрĕ-ши? Çавă Тени хĕрĕсем кам арăмĕ пулĕç-ши? N. Аптекăран «кусковая бура» ятлă эмеле илсе, çатма çинче кăпшакаланиччен (правильно?) ăшăтса типĕтес пулать.

кăрмачин пустав

кармазинное сукно? Микушк. † Кăрмасин пуставĕ тĕс кайсассăн, шур пуставĕпе мĕн тумалла! Н. Якушк. † Кăрмачин пустав çĕлĕкне илсе çакăр çӳлти пăтана. Альш. † Шанкăр уяр, сивĕ кун янăрат-çке Хусанăн лавккисем; хушпăвĕ ылттăн, сăрки кĕмĕл ялтăрат-çке аппанăн пуçĕнче; кăрмачин пустав, кăвак хăрпу тайăлат-çке йыснанăн пуçĕнче.

кăрмисун

(кы̆рмизун), то же, что кăрмасан? КС. Кăрмисун — Макаравра (на Макарьевской ярмарке) чунла (за душу) укçа паракан çын; укçа парсассăн, кача пӳрнерен юн илсе, ят çырса юлать, тет.

кăртла

делать рубчатым. Юрк. Пăтă [пăри пăтти] пиçсен, тиркĕ çине ăссан, ăна кашăкпа кăртлаççĕ. Çав кăртлани çине шӳрпе сапаççĕ. Кайран вара çав кăртланă пăттине кашăкпа хырса илсе çиеççĕ. Кăртлани пĕтсен, тата çапла çĕнĕрен кă(р)тласа, шӳрпе сапаççĕ.

кăç

то же, что кăшт. Бгтр. Онтан кăç осал хĕрсене кăвакарчăнсам туса илсе тохрĕ, тет.

кăт

(кы̆т) подр. погружению в дремоту. Городище. СТИК. Кăт хытрăм. Вздремнул. Ib. Кăт хытса кăна кайнăччĕ, тăратрĕç те. Янтик. Кăт пулнăччĕ. Я чуть было уснул. || Подр. окоченению. КС. Кăмпана кайнă старик тунката çине (на пень) ларнă та, çантах кăт хытса кайнă (умер). || Подр. толканью. Кăмак-к. Кăт-кăт тĕксе тăтăм эп она, вăл ним те шарламарĕ. Кан. Куçсене (= куçĕсене) мăч-мăч хупкала илсе, кăт-кăт тĕкрĕç пĕр-пĕрне.

кăтăрт

обманывать, соблазнять. Зап. ВНО. Кăтăртса ярас (у чуваш Башкирии), то же, что и «астарас». Ib. Вăл мана кăтăртса илсе карĕ.

кăчăкă таки

(-ги), молодой баран. Н. Карм. Тырă-пулăшăн о(п)пет така паратпăр, кăчăкă таки; чĕлпĕр тытакана хур, вăкăр паратпăр, тырă-пулăшăн тына паратпăр; шыв ярса силлентеретпĕр, çав çăлтан шыв илсе.

кăчăр

(кы̆ζ'ы̆р), подр. хрустенью. Изамб. Т. Шăннă япалана çинĕ чухне ул кăчăр-кăчăр! тăват. Ib. Çăкăр ăшĕнче хăйăр, тăпра пулсан, çăкăр кăчăртатат (кăчăр-кăчăр! тăват). Ib. Кучен кăчăр-кăчăр тăват (хрустит). Тораева. Тиркĕ тĕпĕнче атан атĕ. (Ут ури сивĕре кăчăр-кăчăр! тени). Сред. Юм. Çемçе кăмрăка (уголь) посса ватсан, çапла кăчăрр! (с удвоевием «р») тунă сас илтĕнет. СТИК. Кăмрăка хытă пуссан, вăл кăчăрр!.. туса саланат. («Когда раздавишь уголь руками или ногами, все равно слышится такой звук»). Собр. Алтăр айĕнче кăчăр-кăчăр. (Лаши ури). || В перен. см. Тайба. † Кăчăр-кăчăр çын çиет (злословят), пур çинчен мар, çук çинчен. || Подр. скрежету. Б. Олг. Çын, çиленсе, ман çие шăлпала кăчăртатат, кăчăр-кăчăр! туат. См. шăтăрр. || Подр. замерзанию. Альш. Ку хваттир хуçисен çĕрле ĕни пăрулать, тет; сисеймеççĕ, тет те, пăрушĕ кăчăр пулать, тет. Букв. 1904. Вăл шăнса хыта пуçланă аллипе кăчăр пулнă çӳçне сăтăрса илсе, йĕри-тавра пăхнă. Якейк. Кăчăр полнă. Замерзло на смерть (только что родившееся животное). || Подр. поверхностному замерзанию. Кăмак-к. Сред. Юм. Кăчăр полнă тесе, шыв пăртак шăнма пуçласан калаççĕ. ГТТ. Шыв кăчăр пулнă. Вода подёрнулась сверху ледком. || Хвощ (им моют полы). Трхбл. См. кăчăр курăкĕ.

кăшальни

(кы̃жал'н'и), назв. праздника, крещенье. Якейк. Кăшальни каç (накануне к.) хĕрсем, ачасам олăм оринчен олăм çыртаççĕ. Олăмшăнче камăн ыраш (т. е. зерен) нумай, çав ӳлĕм пуян полать, çав каç, чăхăсам ларнă çĕре кайса, чăхăсене пӳрте илсе кĕртеç, орай варне çăккăр, тăвар, кăрмăк, окçа, тата йумай япаласам хораççĕ. Чăхă çăккăра сăхсан, çав чăхха илсе кĕртекен хĕр е ача ыр çăккăр-тăвар çиекен полать; кăрмăка сăхсан, çонса каять и т. д.

кăшăл

(кы̆жыл), обруч. N. Пичке кăшăлĕ çап, набивать обручи. Ст. Чек. Пичеке кăшăлĕ (тырă кăшăлĕ). Слеп. Кăшăл = шына. N. Çăка чĕресе кăшăл çапнă. (Çĕрĕ). || Венок. N. Унăн пуçĕ çинче хулăран тунă кăшăл пулнă. Орау. Хĕвел пĕтĕмпех тĕттĕмленчĕ, тавралла анчах кăшăл пек юлса çутатса тăчĕ, варрăнчи пĕтĕмпех тĕттĕмленсе тăчĕ. || Стальная пружина в тулье фуражки. ГТТ. Карттус ăшне кăшăл хунă. || Обечка. Качал. Кăшăл (на мельнице) || Ворох. Н. Седяк. Б. Олг. Кăшăл сурса (= сăвăрса), ан (= авăн) хорăпăр. Шинар-п. Вĕсенĕн вăл вĕремре ашшĕсем анкартинче кăшăл сăвăрнă. Н. Якушк. † Çӳлĕ тусем çинче тулă кăшăлĕ, ан уйăрăр унăн кăшăлне. Изамб. Т. Ыраша сăвăрса пĕтерсен, кăшăлне пĕр çĕререх купалаççĕ те, урапа çине тиесе, кĕлете илсе кайса пушатаççĕ. В. Олг. Кăшăл копи, ворох; кăшăл кĕреçи. Аттик. Тата кăшăл тусассăн, кăшăл перекетне пар. (Моленье). Актай. Чу кайăп, ылтăм та кĕмĕл пулса анăп. (Кăшăл сурни) || Околыш? Тăв. 3. Пуçĕнче çӳлĕ кăшăллă кăвак пустав карттус.

кĕл кĕтӳçĕ

хранитель киремети. ДФФ. Мăн киремете пăхакан ăрасна кĕл кĕтӳçĕ пурччĕ, вăл Чӳрачăксемччĕ. Çемьере пĕри-пĕри чирлесен, е урăх усал пулсан, юмăç хушнипе мăн киремете асăнса, кив кĕлет умпе шур тутăрпа укçа çыхса хуратчĕç, виçĕ çулта пĕрре çав асăнса хунă укçасене мăн киремет кĕл кĕтӳçне кайса паратчĕç. Вăл пухăннă укçапа виçĕ çулта пĕрре вăкăр (мăкăр) илсе мăн киремете чук тăватчĕç. Ĕлĕк ытти киреметсен те кĕл кĕтӳçĕсем пулнă, тесе калаçатчĕç пирĕн атте-аннесем, хам эпĕ мăн киремет кĕл кĕтӳçне анчах астăвап. Истор. Пуринчен ытларах Стефана зырянсен кĕл кĕтӳçисем асамăçĕсем, юмăçсем курайман.

кĕлтутар

заставлять молиться; заст. отпевать, исповедывать. ЧС. Çав куннех çав хĕре пиччĕшĕ, кӳрĕшĕсемпе кĕлтутарса, пытарма (хоронить) илсе кайрĕç. Ib. Атте вара, лупа илсе килсе, кĕлтутарчĕ те, пупа леçме кайрĕ. СТИК. Асаттене кĕлтутартăмăр (вилнĕ çыншăн праçвер илсе, е панихитă туса кĕлтутарни пулат). N. Вилĕ ячпе кĕлтутарнă. || О поминании «о здравии»? N. Кĕлтутартăм.

кĕллентер

(-дэр), понуд ф. от гл. кĕллен. Юрк. † Çак уярăн тусанĕ кĕллентерчĕ (как бы обратила в золу) кĕçĕн урама. Сам 30. Хаяр революци, хĕрсе, тĕлкĕшсе, хĕн-хур тĕнчине кĕллентернĕ чухне, чăваш ĕççынни те часах вăй илсе: этем-çке-мен эп те! — терĕ вăл хăйне.

кĕлĕ

(к'э̆л'э̆), моленье; молитва. Туй. Кĕлле маçтăр çын, знаток молитвы. || Хорошее пожелание. Т. VI, 62. Урăх сире нимĕн те кала пĕлместĕп, манăн кĕллĕм çак таранччен анчах. || Церковная служба. НАК. Сурăх-ури кунĕ, кĕлĕрен тухсассăн, вара кашни çын патĕнче ĕссĕр çынсем юрланă сасăсем илтĕнеççĕ. Тимяши. Акă çурçĕр тĕлĕнче кĕлĕ тытăнчĕ. Альш. Пĕр-ик кунтан Пукрав кĕлли кунĕ тенĕ чухне, е чăн Пукрав кунĕ... Ib. Хăятран тавăрăнаççĕ, кĕлли кунĕ (в день престольного праздника, 16 июня). Ib. Праçникĕн кĕлли кунĕ. В день службы во имя праздника. Ходар. Çапла хăтланса, вăлсем мăнкун ирхи кĕллине чан çапачченех çӳреççĕ (вирĕм ачисем). || Назв. божеств. Т. VI, 72... Унтан хăрпан, хĕрлĕ çырла (?), кĕлĕ, мăн кĕлĕ, çуртри Аслă кĕлĕ, вăталăх кĕлĕ, кĕçĕн кĕлĕ, Такталăри кĕçĕн кĕлĕ, аслă Сĕнче çинчи кĕлĕ, Илюха-хун хĕр тăвĕ, кĕмĕл султан кукрĕнчи кĕлĕ (здесь сохраняю правоп. оригинала), хура кӳл çинчи, хура шыв çинчи кĕлĕсем, çилпе пыран кĕлĕ, çилпе çӳрен кĕлĕ, выляса пыран кĕлĕ, выляса пыран кĕлĕ амăшĕ, иртсе пыран кĕлĕ, иртсе пыран ырă амăшĕ, тивни пур-тăр, тименни пур-тăр, çитни пур-тăр, çитменни пур-тăр — кĕлтăватпăр ăшă питпе, тутлă чĕлхепе. Ib. Шыв çинчи кĕламăшĕ, шывçинчи кĕлĕ. Ст. Яха-к. Унтан тата хыçалти тăватă кĕлле пилĕкшер нухрат илсе пăрахас пулат. (Туй таврашĕ тасаттарни). Ib. Çук ĕнтĕ, сире ни киремет, ни кĕлĕ, ни çăлкуç тытман («не схватил»). Изванк. Тĕп-сакане ак çакăнпа çуртăсем лартаççĕ: малтан вилнĕ çынсем, пиханпарсем (так!), хĕрт-сортсем, кĕлĕсем, килсе, тĕп-саканче сыхласа тăраççĕ, теççĕ (во время «çĕр тавраш»). Яргуньк. Лашасем чирлесен е вилсен, юмăçа кайнă. Юмăç каланă: кĕлĕ çинче е килемет (так!) çинче çĕмел çĕмĕрн(ĕ), тесе каланă. ЧС. Çав киремете пирĕн ялсем: чăн аслă, хаяр кĕлĕ, тесе пит хĕсеплесе тăраççĕ. Paas. Кĕлĕ — дух мольбища.

кĕмсĕрт

(кэ̆мзэ̆рт), подр. очень короткому однократному громыханью. К.-Кушки. Ачи кăмака çинчен кĕмсĕрт! турĕ (свалился). СТИК. Пĕр-пĕрйн çине купаласа хунă пăтавккă-мĕн çын тĕртĕннипе хускалат та, тепĕр вырăна кĕмсĕрт! туса лăрат. (См. МКП. 124). Ib. Пӳлме арки çине таянтарса хунă пăтавкка, ӳкес пусан (= пулсан), кĕмсĕрт! тăват («звук тихий и глухой»). Ib. Илсе пăрахрăм та, кĕмсĕрт! туса ӳкрĕ.

кĕнеке

(кэ̆н'эгэ, к'э̆н'эг'э), книга. N. Çак кĕнеке çинче мĕн пуррине эп пĕтĕмпех пĕлеп. Якейк. Кĕнеке çинчен тăма та пĕлмеçт. Не может оторваться от книг. Н. Карм. Кĕнекӳ çухалнă санăн! (Говорят, в сердцах, старому человеку: долго не умираешь!). Хорачка. Перĕн чуашăн кĕнекине вольăк çисерсе (съела). Ib. Чуаш кĕнеки = çĕр-хут. (Çĕр хут — одна из четырех отделений пищеварительного аппарата жвачных животных, напр. коровы; оно представляет как бы ряд складок в виде листов книги. Отсюда чувашская поговорка: чăваш кĕнекине ĕне çинĕ. ТММ). N. Çĕр-хут сутăн клсе килсессĕн «ĕне кĕнекине» илсе килтĕм, теççĕ. Питушк. Чăваш кĕкекине ĕне çисе янă. Орау. Урока пĕтĕмпех кĕнеке çинчен пăхса каларăм, ăна уччитлă сисимарĕ (или: сиснĕ). Шурăм-п. Шкулра вĕреннĕ чухне çур питех те аван мар. Кнеке çинчех вăл иртет. Юрк. Кĕнеке çинче мĕн çырнине пĕлсе тăрăр. Ib. Çĕнĕ кĕнеке тухнă тенине илтсен, е курсан, часах çав кĕнекене сутăн илсе, епле çырнине, кам çырнине вуласа пĕлнĕ. Сред. Юм. Кĕнекене уçса хăварсан, шуйттан вôлать, теççĕ. (Поверье). Ib. Ах тор, кôн пик толăксăр ача та полат-мĕн-çке ôлă! кĕнекине ине (=ĕне) чăмланă пôль ôнне! Ib. Кĕнекуна ине çинĕ пôль! («Так называют бестолкового, неразговорчивого человека»). Якейк. Шуйттан воласан, ача (ученик) пĕлми полать. Изамб. Т. Кĕнеки çухалнă япала! Так бранят стариков). СТИК. Шăши кĕнекине вулама карĕ ĕнтĕ ку (т. е. «понес, завел волынку». Говорят о стариках и ворчливых людях). N. Ку кĕнеке тухни (в свет) нумай пулмасть. Слеп. Ватă çынна: санăн кĕнекуна (=кĕнекĕне) шыраççĕ полĕ те, топимаççĕ! Ib. Онăн кĕнеки çĕтнĕ полĕ, вилмеçт полĕ! Орау. Кĕнеке хытти çине хунă кăвак хут (если красная, то «хĕрлĕ хут») хăш-хăш çĕртре уйăрлнă. Известная (синяя, красная) бумага на переплете книги местами поотклеилась. КС. Кунĕн-çĕрĕн кĕнеке çинче (за книгами) ларать. Альш. Мертлĕре тăхăр ял чӳкĕ кĕнеки пур, теççĕ. Дик. леб. Елиса кĕнеке хутве çавăрсанах, çыннисем каялла кĕнеке ăшне, хăйсен вырăнне кĕре-кĕрĕ лараççĕ пек, тет. Ск. и пред. 52. Кĕнеке çинче шуралса тем тĕрлĕ ăса вĕренет. || Поминание. N. Эпĕ вилсен, кĕнеке çине ӳкер.

кĕрсе пĕтер

войти во все места. ЧС. Ялта пур киле кĕрсе пĕтерсен, улăм, вут илсе, уя кайса, вут хураççĕ. (Сĕрен).

кĕр çурти каç

назв. обряда. N. Юкелпе Пухтел хĕрĕсем çирĕм пĕрмĕш октябĕрте, каçхине, кĕр çурти каçĕ ирттереççĕ: уллах пӳртне сăра, кĕрпе, çу илсе пыраççĕ те, пуçтарăнса ĕçеççĕ, çиеççĕ.

кĕреке

(кэ̆рэгэ, к'ӧ̆рэг'э), передний угол в избе; место за столом. КС. Кĕрекене ларт, сажать за стол, где угощенье. Ск. и пред. 48. Пĕр пӳлĕмĕнче, чи кĕрекере, ларать çутăлса сăрланă сĕтел. Ст. Чек. Кĕреке не стол, а передний угол. Ib. Кĕрекене сĕтел хушшине арçынсене лартаççĕ. Ib. Кĕреке — в гостях — яствэ, которые ставятся на стол. Эх, ун кĕреки! пирĕн пеккисене унта ларма та çылăх (т. е. мы недостойны). Янтик. Кĕреке — место за столом на стуле, на стороне двери. Вомбу-к. Кĕреке тесе, тор-ом (= турă умĕ, т. е. перед иконой) патнеллине каланă. НАК. Хăйне (его самого), пӳрте илсе кӳртсе, кĕреке хушшине сăра ĕçме кĕртсе лартаççĕ. Г. А. Отрыв. † Кĕреке умне тăрас тесе, хĕр ĕмĕрне хĕрхенмарăм (так!). Бюрг. † Эпĕ хамăн аттемĕн аслă ывăлĕ пулăттăм, кĕреке кутне тăрса юрлăттăм. ППТ. Кашни килрен тухас чухне çуртра ваттисене кĕреке кутне лартса пуççапаççĕ. Юрк. Çак тăванăн ĕçки-çики кĕрекийĕн варринче. Т. Григорьева. † Кĕрекене тăтăм, юрларăм, ваттисем пурне пĕлмерĕм. Сред. Юм. Кĕреке тесе, ĕçкĕ-çикĕре сĕтел умĕнчи вырна (= вырăна) калаççĕ. Ib. Кăш-тепĕр (иной) çын, кĕрекене ларсан, килшӳллĕ, ытлашки чорт-та-пĕр сăмах (вздор) сăмахламас, пит ĕçсе усĕрлмес, çынпа ытлашки сăмахламас, пăхма та илемлĕ («Приличествует сидеть за столом, нарезывая хлеб и управляя столом, едою»). Йӳç. такăнт. 28. Лар-ха, кум, кĕрекенеллерех, йĕркеллĕ пулар... Пиçенер. Пичи кĕреки — мăн кĕреке; кĕреки çине тайăлам-ши (на стол ли мне облокотиться), пичи çине сĕвенем-ши? (прислониться). N. † Аттен кĕреки — мăн кĕреке; кĕреки çине тайлам-ши, атте çине тайлам-ши? Пизип. Ати кĕреки, ай, мăн кĕреки; кĕреки çине, ай, сĕвенем-ши, атти çине, ай, сĕвенем-ши? Т. VI. 61. Çак ĕçкĕшĕн эпир хуçана тайăлас тетпĕр, тесе, кĕрекене пыраççĕ. N. Тăкса кĕрсен, алăк патĕнчи сĕтеле кĕрекене лартаççĕ те, ĕçсе çиеççĕ. N. † Тĕпеле кин кӳртме парăсăнччĕ, кĕрекене кĕрӳ кӳртме парăсăнччĕ. Ала. 102. † Эпĕр хамăр кĕрекере, стаккан тĕпне çолаппăр, пирĕн арăмсам тĕпелте, корка тĕпне çолаççĕ. Ст. Шаймурз. † Савнине лартăпăр кĕрекене, савманнине лартăпăр алăк патне. Н. Лебеж. † Икĕ кĕреке хушшииче вуник курка вылянать. Вуник курка çитменнине сарă алтăрпа ĕçтерет; сарă алтăр çитменнине тутлă чĕлхи йăпатать. ЧП. Кĕрекене сĕтел туртса лартас çук, эпир тăвана çăкăр-тăвар парас çук. Ой-к. Килĕрех, хура халăх, кĕрекене кĕрсе ларăр ĕçме-çиме! БАБ. Кĕрекере пĕр сĕтел ларать. N. Ку кĕрекери ĕçкĕ-ха, куншăн чăвашсем хаярламаççĕ. || Особый точёный деревянный сосуд для пива, употреблявшийся раньше при молениях. Сунчел. Образцы. 37. Сирĕн кĕрекĕрсем пит чĕнтерлĕ — хăш пасарта суйласа илнĕ-ши? Сутел. † Сирĕн кĕрекĕрсем иккĕ-мĕн, перри кăна сахăр, тепĕри кăна пыл. ЧП. Ай, юрла та юрла, тиеççĕ, кĕрекисем сайра тивнине пĕлмеççĕ. Юрк. † Тав сана та, тав мана, чĕнтерлĕ кĕреке пыл сана! Альш. † Ай-хай хăтаçăм та тăхлачăçăм, эпир ĕçнĕ кĕрекене хăла (густой) пылсем пулса (тулса?) юлмĕ-ши? Хорачка. Кĕреке — алтăр пак арлă (= авăрлă), пысăк (ялта иккĕ-виççĕ пор); той тума тапратсан, она исе каяççĕ. Альш. Çак хăтанăн икĕ кĕреки пур, — памĕ-ши пире пĕр кĕрекине? Çак хăтанăн тăхăрвун тăхăр курки пур, — памĕ-ши пĕр куркине ĕçмешкĕн? N. Çак хăтапа тăхлачăн кĕрекинче виçĕ тĕслĕ ĕçкĕ-çикĕ пур. (Такмак). N. † Кĕрекĕр аври — йăлтăрма, кĕреки илемне çав кӳрет. N. † Ылттăн пуçлă кайăк пулса, кĕреке çине килсе ларччăр. (Хĕр йĕрри). Т. VI. Куркана тĕппи ĕçес мар, кĕрекерен çӳле çĕлес (сикес?) мар... N. † Эпир те ĕçнĕ кĕрекĕр, кĕрекĕр тулли сим юлтăр. Срв. Paas. 64.

кĕрет

(к'э̆рэт, кэ̆рэт, к'ӧ̆рэт), открыто, наяву, на глазах. Якейк. Кĕрет-куçăн, посмăрласа. Ib. Ĕлĕк Пахмутсам (Пахмут — имя разбойника) кĕрет вăрласа çӳренĕ. Шибач. Кĕретех поплять = ман омрах поплять (открыто). Пшкрт: кэ̆рӓдӓк сол'ат (говорит). Истор. Вара вĕсем кĕретех пĕтерме пикеннĕ. Ib. Ют халăхсем те кĕретех пусмăрлама чарăннă. Абыз. † Ура хитре сыракан, кĕске саппан çакакан кĕрет й... пулакан. N. Çаксене пурне те куçа кĕрет курни чĕрене пĕр маях ыраттарса тăнă. Ачач 49. Пăртăк паттăрланасси, хăйне, тата Санккана та ыттисенчен кĕретех уйрăм палăртасси килсе кайнă ку хут вĕренекен ачан. || Нахально. Изамб. Т. Çав пирĕн япалана кĕретех илсе карĕ (нахально). || Сразу. Байгул. Унтан арăмĕ çу илсе кĕрсен, вилнĕ Ивана курать те, кĕретех хăраса ӳкет.

кĕрӳ

(кэ̆рӳ), зять (муж моей дочери, муж моей младшей сестры и вообще муж моей родственницы, которая моложе меня). С афф. притяж.: кĕрĕвĕм (верх. кĕрӳм), кĕрĕвӳ (кĕрĕвĕ), кĕрӳшĕ (кĕрĕвĕшĕ, кĕрӳш), кĕрĕвĕмĕр, кĕрĕвĕр (кĕрӳвĕр). Актай. † Апи, маншăн куккăль пĕçер хĕрĕпе кĕрӳшĕ (ее муж) килнĕ чух! Хуть пĕçер те, хуть ан пĕçер, мĕн тусан та, хун ирĕк. Сред. Юм. Атте йăмăкĕ хăвăнтан кĕçĕн пôлсан, ятран калаççĕ; ôн опăшкине кĕрӳ теççĕ. Ялюха. М. Кĕрӳ, йысна, зять (так называется всеми старшими родственниками жены, т. е. родителями, дядьями, тетками, старшими братьями и сестрами). Альш. Тата кĕрӳ киле кĕнĕ йĕркепе тесе, пĕр сурăх парса яраççĕ. Коракыш. Эсĕ эппин манăн кĕрĕвех пулатăн? Ала 66°. Вара кĕлетре кĕрӳ çулĕнчи йĕкĕтсем çапла юрлаççĕ. || ГТТ. Эпĕ Елшел кĕрӳшĕ пулса тăтăм хайхи. Таким образом я женился на альшеевской, и стал альшеевцам как бы зятем. Ib. Йăхне-тĕпне витĕр (досконально, определенно) пĕличчен, Елшелсем хăйсен ялĕнчен хĕр илнĕ çынна пурте: пирĕн кĕрӳ, теççĕ. Ытла ютра тĕл пулсан, çывăх ялсем те Елшелĕ çумĕнчен пирĕн кĕрӳ теççĕ. || Обращение к постороннему, который моложе говорящего. Актай. Хайхи усал (чорт): ан тив, кĕрӳ, ĕлĕк илсе кайнă ачасене те парса яратăп (отдам) тесе, каларĕ, тет. (Здесь чорт обращается к собаке). Б.Бур. Юрлă-пăрлă çумăр çăват, чĕкеç кĕрӳ тулта ларат. (Çăраççи). || Жених. Цив. Улах хĕрсен кĕрӳ тухса кайнă чухне юрлакан сăвăсем (надо: сăввисем). Изамб. Т. Кĕрӳсем патне туй килчĕ. || Г. А. Отрыв. Кĕрӳ тăприпе хунĕ тăпри пĕр. (Послов). N. Кĕрӳсем пурте пĕр çĕре пухăнса юланутсемпе тăраççĕ. Г. А. Отрыв. Ăна (çĕлĕке) тата кĕрĕве тăрса кайнă чух (обряд) мăн кĕрӳ тăхăннă. || Поминальной обряд. См. çураçма.

кĕрӳ каччи

кĕрӳ каччă, жених. Н. Седяк. Туй пуçĕ, мăн кĕрӳ, кĕрӳ каччă, кĕçĕн кĕрӳ. Ib. Кĕрӳ каччă, хĕре, хăй арăмне, ытакласа, пӳрте кĕрсе каяççĕ. Пис. Туй пуçланă чух, малтан турра кĕлтăваççĕ, унтан кĕрӳ каччине кĕлете илсе кайса, тумлантараççĕ, Микушк. Туй тунă чух, арçын туйне юналутпа тăваççĕ. Пĕр аллă-утмăл юналут пуçтарăнаççĕ. Варрине кĕрӳ каччи утланса çӳрет. Ăна миçих(х)исем çактараççĕ, пурнеллĕ перчетке параççĕ. Вăл çĕлĕк тăхăнать те, пӳртре те, çинĕ чух та перчеткепе, çĕлĕкпе тăрать. Paas. Кĕрӳ каччи, жених.

кĕрт

(кӧ̆рт, к'ӧ̆рт', кэ̆рт), время течки; стая собак во время течки. Сятра. jыды̆зам к'ӧ̆рт хоаччы̆ (два слога). у сабак течка. Йӳç. такăнт. 39. Эсĕ ăçта кайрăн паçăр? Кĕрте кайнă штолĕ? Хурамал. Кĕрт тесе, пит вылякана калаççĕ. ЙФН. † Ах, кĕрт хĕрĕсем (распутные)! ларашшăн та пырашшăн! Эпĕр те илсе каймаспăр! Шорк. Кĕрт ертнĕ (говорят про собак, иногда и про девушку легкого поведения).

кĕсел

(кэ̆зэл'), кисель. СПВВ. Кĕсел, кĕсел! кил кунта, ман çăпала çук кунта! КС. Кĕсел (из гороховой или овсяной муки). N. Аннӳ кĕсел пĕçерет, мишер çисе пĕтерет. N. Ĕç ĕçлеме: аюк, тет, кĕсел çиме: пырăп, тет. Юрк. Кĕселне те çаплах (как «мимĕр») тăваççĕ. Анчах кĕселне сĕлĕ çăнăхĕнчен пĕçереççĕ. Ăна та çапла, вĕри шыв çине сĕлĕ çăнăхĕ ярса, пăтратаççĕ. Пиçсен, ăна çиеççĕ. Кĕселе сĕтпе анчах сыпса çиеççĕ. Кĕселе чăвашсем сайра-пĕре анчах пĕçерсе çиеççĕ. Сред. Юм. Кĕсел тесе, кăвас хôрса лартнă çĕртен чôста илсе, нимĕр пик шĕвĕрех туса пĕçерсен, калаççĕ. Орл. Уй варĕнче кĕсел тирки ларать. (Йитем). Ib. Сĕм вăрманта кĕсел тирки ларĕ. (Тунката). Н. Уз. Манăн атте (Хумук) çĕре: кĕсел пек пулнă (была как кисель), тесе калатчĕ (т. е. во времена первобытные). N. Тӳрем çĕрсенче çĕр кĕсел пек исленсе тăрать. || Брань. КС. Ай, кĕсел (висляй, дрянь), çавна та тăваймасть! СТИК. Кĕсел, мямля.

кĕçĕн

(кэ̆з'э̆н, к'э̆з'э̆н), малый, маленький, низкий. Кильд. † Атте-анненĕн арки çинче кĕçĕн чух таптанă йĕрсем пур. («Кĕçĕн» часто употребляется в см. «моложе», сравнительно, но употребляется и в полож. смысле, в зн. «маленький»). Алших. Эпĕ кĕçĕн чухне пирĕн çĕр ĕçлеме çĕр пит сахалччĕ. Сред. Юм. Пôс пит кĕçĕн. Земельный надел не велик. Ст. Чек. Унта пĕр кĕçĕн кăна ял пур. Собр. Кĕçĕн пуç чарăнман, мăн пуç кайнă, теççĕ. (Послов.). Ib. Малтан хăйне асла хуракан, кайран кĕçĕн пулнă, теççĕ. (Послов.). N. Хăна ху кĕçĕне ан хур. Не унижай себя. О земл. Суха кассисене кĕçĕнрех илес пулать. Юрк. Тепĕр аллине тата пăтăлă кĕçĕн хуранне илсе... Альш. Аслă ялтан кĕçĕн яла туй килет. (Кăвар туртни). Ст. Шаймурз. † Тăвансенĕн ĕçки — кĕçĕн ĕçкĕ; кĕçĕн пусан та, ӳсĕртет. N. Пĕр пысăк шăтăк алтаççĕ; ун йĕри-тавришне кĕçĕн шăтăксем алтаççĕ. Трень-к. Пĕри ман пек кĕçĕн çоллăччĕ (малолеток), тепĕр виççĕшĕ пирĕнрен аслăччĕç. Трхбл. † Кĕçĕн кĕпер — кĕпер мар. Ст. Шаймурз. Пыра-пыра, хир варринче пĕр кĕçĕн кăна пӳртре çĕвĕçĕ пур, тет. || Маловажный. N. Хĕрарăмсем арçынсенчен кĕçĕн (старое изр.). || Младший, меньшой. Н. Карм. † Эсирех те аслă, эпĕ кĕçĕн, хирĕç тăрса сăмах хушаймăп. Ау 181. † Ах аттеçĕм, атте! Мĕн кĕçĕнтен çын çирĕ, çапах тухса каймарăм. Кĕсĕсем. Кĕçĕнех те вăрман хыçĕнче шăхăрса та сӳресем сӳреççĕ. ЧС. Кĕçĕнтен пуçтарнă ăсне пачĕç. К.-Кушки. Чи кĕçĕнни, самая младшая (напр. дочь). Ib. Манăн хĕрсенчен, аслинчен кĕçĕнни, хамăр ялах кайнă. Моя вторая дочь вышла замуж в нашу же деревню.

кĕт те кĕт

понемногу. Коракыш. Вĕсем кĕлĕ тунă чухне çав пашалусенчен, юсмансенчен кĕт те кĕт касса илсе, çав алтăр сăра çине яраççĕ.

кĕтеслĕ

с углами. ТММ. Тултан сакăр кĕтеслĕ, шалтан тăватă кĕтеслĕ. (Пӳрт). N. Çак хăтапа тăхлачăн пӳрчĕ тултан сакăр кĕтеслĕ, шалтан тăват кĕтеслĕ. (Такмак). Альш. Элшел урамĕсем сарлака. Ялĕ ларнă, тăватă кĕтеслĕн пулса. N. Ылттăн çавракисене (их золотую оправу) кĕтеслĕ-кĕтеслĕ (гранями) касса тунă. Ск. и пред. 26. Сарă пысăк кĕлетрен пĕркенчĕкпе хĕр тухрĕ, икĕ кĕтеслĕ шыльăка ăна илсе кĕреççĕ. Юрк. Кача пӳрнинчи çĕрринчен пĕр пĕчĕкçеççĕ тăваткăл тутăра виç кĕтеслĕ туса пĕр кĕтессинчен çиппе тирсе çакаççĕ (жениху). Якейк., Ст. Чек. Кĕтеслĕ стаккан, граненый стакан. Тăв. 42. Ултă кĕтеслĕ (пятистенный) симĕс тăрăллă пысăк çурт, вăл пĕлĕтелле кармашса ларать (тянегся к небу). N. Виçĕ кĕтеслĕ, трехугольный. N. Хăмине (тёс) виçĕ кĕтеслĕ купаласа хур (сложи), ан вакла, вăрăмăшĕпех тăччăр (пусть лежат в цельном виде, целиком). Тĕррнне кĕтеслĕ-кĕтĕслĕ тĕрленĕ. Вышивка вышита углами.

крымиски

крымски, кримиски, крымский. Якейк. Крымск калпака шап-шор пытяк тирĕнчен тăваççĕ. Байгул. † Крымски калпак йыснам пур, алла тытса каям-ши, пуçа тăхăнса каям-ши? Г. А. Отрыв. Крымиски сурăхĕсене, такисене ушкăньпех пасара сутма илсе тухатьчĕç, килетчĕç. Чураль-к. Ертишки уртмахпа, крымски ĕçлĕкпе. (Загадка). Абыэ. † Ыр çын тăхăнать сар кĕрĕк, крымски хăнтăр тытмасăр, ĕçлетсе сая ярас çук.

тăхăрвун

девяносто. С.-Устье. Вара салтак çавăнти япаласене илсе киле таврăнсан, тăхăрвун тăхăр кĕсре пуснă, тăхăрвун тăхăр саркавай эреке пĕтернĕ, тет. К.-Кушка. Тăхăрвун пĕр, девяносто один.

тĕвĕллĕ

с узлами. Цив. Хветле пирри тĕвĕллĕ. Якейк. Мари кĕпи тĕвĕллĕ (плохо соткана). Янш.-Норв. Саламат çуккисем сӳсрен явнă тĕвĕллĕ пушă илсе тухаççĕ. {{anchor|DdeLink245313169271829}} || Шелудивый.

тĕк

толкать. Ала 74. Çакă Кăвал ачисе алăк хыçне тĕкрĕмĕр. N. Манăн çăварсем питĕрне ларчĕçĕ, çăкăр çиме памастчĕ, аран-аран пĕрер тĕпренчĕкĕн пурнепе тĕксе кӳртсе çатăмччĕ. Сюгал-Яуши. Вара ăйăра шыв хĕрне илсе кайнă та, шăтăка тĕксе янă. Имен. Эпĕ ăна тĕксе ятăм çуна çинчен, лашине пушăпа çапрăм та, тартăм. В. С. Разум. КЧП. Алăка сасартăк тĕкрĕм те, уçăлсах кайрĕ. Ib. Порис тĕксе ярать. Орау. Эп ун киммине çыран хĕрнелле сĕтĕреп, вăл шалчапа çырантан тĕксе шалалла туртăнать. Е. Орлова. Кĕсменпе чултан тĕксе кимме тапратса ятăм. Я оттолкнулся от камня и поплыл. Ib. Çтенаран алпа (урапа) тĕксе уйăрăлтăм. Я оттолкнулся от стены. N. Халăха вĕрентес ĕçе, епле те пулсан, майлаштарса, малалла тĕкесшĕн пулнă вăл. Çамр. Хр. Тенкел ури илсе Çтеппанăв куçне тĕксе шăтарнă. || Касаться. N. Патакпа тĕкрĕм, коснулся. || Кан. Пĕр пулккă сурăх пĕр пĕрин çине пуçсене тĕксе, кашăлтатса каяççĕ. || Бодать. Ишек. Тĕкрĕç, тĕкрĕç, тет те, хĕрне мыйрисемпе, вĕлерсе прахрĕç. Скотолеч. 26. Ĕнесем час часах пĕр-пĕрне мăйракисемпе тĕксе шăтараççĕ е тирне чĕрсе яраççĕ. А.-п. й. 108. Качакисем ăна ирччен пĕтĕмпех тĕксе вĕлереççĕ. Сятра. Такасам ирччен хора тĕксе пăракнăç, тет. || Трогать, задевать. Пшкрт. Тĕк = тив. || Поджечь. Курм. Кăраççын сапса вот тĕкнĕ. Кан. Çын тĕкнĕ теççĕ. Говорят, что от поджога. N. Вот тĕкнĕ. || Запирать. Яргуньк. Алăк тĕкрĕн-и? Запер ли ворота засовом? || Сомкнуть. Яргуньк. Пĕр пуç чĕнчĕ, тет: пушалстă мана кĕлеткепе пуçа тĕксе хăварччĕ, терĕ тет. Шибач. Çав кӳлĕри шупала аллисене хире хирĕç тĕксе çав шупала йăваласа сĕркелесе сыпăнчĕ. || Черкнуть. Орау. Вăхăт пулсан пĕр икĕ сăмах тĕксе ярсан аван пулĕччĕ. Ib. Мĕскер çыран? — Салтак патне хут ярас-ха, кăшт хамăр епле пурăннине пелтерес.— Маншăн та эппин пĕр-ик сăмах тĕксе хур. || Дать взятку. Орау. Леш сутийине тĕкнĕ те, ун майлă турĕç. Он сунул взятку судье, потому присудили в его пользу. || Намекать. N. Сăмах тĕксе ян яр. || Тыкать (в землю).

тĕк-çӳç

перья. Аттик. Вĕсем вăл чăхăн тĕкне-çӳçне вилĕсем (покойники) илсе кайса хăйсем валли тĕшек-çăтар тăваççĕ, теççĕ. КАХ. Виçлĕ выльăх-чĕрлĕхе виçĕ карта тултарма пар, тĕкĕнчен-çуçĕнчен, шăкăнчен-пăхăнчен савăнтар, сĕмĕлле, çырлах, пит тури, кил. (Из моленья).

тĕкĕр

зеркало. Шибач. Икково. Тĕкĕр тĕксĕм кăтартать. Зеркало потускнело. Якейк. Эп ăна тĕкĕр çинче кортăм. Я увидал его в зеркале. N. Пĕр шкаппа мăн тĕкĕре хăйĕн хваттерне илсе кайрĕ те, усă курса пурăнать. Кан. Тĕкĕр çинчи пекех курăнать. Трак. Колхозниксем культурлă пурăнаççĕ. Чӳречисем çинче чечексем, килĕрен сехет, тĕкĕрсем. || Подзорная труба; астролябия; бинокль. СПВВ. ЕХ. Хурамал. Çемлемир тĕкĕрпе пăхать, теççĕ. Яжутк. Вара лешсем (те) чупрĕç, тет; кайсан-кайсан çак хĕрĕн тĕкĕр пур, тет, çав тĕкĕр витĕр (в подзорную трубу) пăхрĕ, тет те: кăвак çӳçлĕ старикăн ывăлĕсем курăнаç, тет. Орау. Тĕкĕр витĕр пăхать (видели у землемера). Чув. календ. 1910. Африкапа Аравия пушă хирĕсенче калама çук пысăк тĕкĕрсем кĕленчесем вăй парĕç. Питушк. Тĕкĕрпе пăхать (межевой). Шел. II. 29. Хăшĕ, ытараймасăр, тĕкĕрпелех пăхаççĕ. Шел. 84. Тĕкĕрпеле пăхтараттăнччĕ. || Очки. Кубово. N. Тĕкĕр çине пăхса вола. Завражн. Тĕкĕр çине пĕлĕт ĕмĕлкине ӳкерес. || Стекло. Б. Олг. Тĕкĕр катăкки, кусок стекла.

тĕксĕм

темноватый, мутный, несветлый. В. Олг. Кан. Тĕксĕм тĕсли час ирĕлмест (воск). СПВВ. ПВ. Тĕксĕм пӳрт, несветлый. Бгтр. Уйăх шурă тĕксĕм пулсан, ашăтать, теççĕ. СПВВ. ЕХ. Тĕксĕм — уçă курăнман япала. Ск. и пред. чув. 18. Уйăх тухрĕ, хăпарчĕ, шурă çутăпа çутатать; тĕнче тĕксĕм палăрчĕ, юмахри пек курăнать. || Матовый. || Просвечивающий. || Пасмурный, сумрачный. Орау. Кунĕ те тĕксĕм те паян, темĕскерле ăйăх килет. И день-то сегодня сумрачный, что-то спать хочется. Питушк. Паян тĕксĕм сивĕ (çул йăвăр). Хорачка. Тĕксĕм çанталăк — ни сивĕ, ни ăшă, хӳел корăнмаст (пасмурно). || Мрачно, темно. О Японии. Çапла вилнĕ çынсене асăнакан праçнике японсем савăнса ирттереççĕ, тĕксĕм хуйхăрса çӳремеççĕ. В. Олг. Хоçи, лампă çутăрах яр, ĕçлеме корăнмас, тĕксĕм. || Угрюмый. ГТТ. Тĕксĕм çын, угрюмый человек. Зап. ВНО. Тĕксĕм çын — гордый, недоступный, неразговорчивый человек. Ст. Чек. Тĕксĕм çын. Вăл çын çынна чĕнсе илсе калаçмас, унпа калаçма тытăнсан аххута калаçмас, пуçне хăй ялан çĕрелле пĕшкĕртсе çӳрет. Вута-б. Тĕксĕм, неразговорчивый, наружный вид угрюмый. Ib. Ваççил вăл тĕксĕм çын. СПВВ. ИФ. Тĕксĕм — куç айĕнчен пăхакан. СПВВ. ФИ. Тĕксĕм — чĕнсе чĕнмен çын. Полтава З2. Тĕксĕм (мрачный) ватă Кочубей ĕнентерсе тупăшать (клянется). Альш. Унта-кунта тухса çӳренĕ çын мар вăл, килте кăна ларнă, тĕксĕм çын вăл (необщительный). N. Тĕксĕм çын противополагается уçă çын, гордый, недоступный, неразговорчивый человек. N. † Чашки-чашки вĕт йăви, касмасăрах полмас во (= вăл); юр пуçласа юрлама тĕксĕм çынран пулмас во. СПВВ. Х. Тĕксĕм, шероховатый, человек грубоватый, необтесанный. Ашшĕ-амăшне. Тепĕр кунĕнче Кĕркури иртенпех тĕксĕм, пĕр калаçмасăр çӳренĕ. Сред. Юм. Темме пит тĕксĕм çӳрет çав, пĕрте уçă çӳремес. || Глупый. Тюрл. Тĕксĕм янтар, мутный.

тĕл

определенное место. Баран. 121. Хирсенче хура тĕлсем нумайланнăçем нумайланса пыраççĕ. N. Ялан вырăнтан вырăна куçса çӳретпĕр, татах тĕлĕ çук. N. Хветĕрĕн хăйĕн атрĕс çырма тĕлĕ çук. Ст. Чек. Кайсан-кайсан кайнă тĕле çитеççĕ. Скотолеч. 15. Хăш чухне пĕр тĕлте анчах, хăш чухне ик-виç тĕлте шыçать. Шыçнă тĕлти вĕриленсе тăнăçемĕн пысăкланса пырать. Регули 1200. Çавă тĕле (çавăн тĕлне) кил. Ib. 744. Пĕр тĕлтех çавăрăнса вĕçсе çӳрерĕç. Сред. Юм. Тохса çӳрес-ха çола, килте ларса полмас пĕрмай, эрне кăçта каймаллин тĕлĕ çок та, топимăпа шырасан кăçта та полса майлă вырн. Чăв. й. пур. 35. Икĕ ывăлĕ икĕ тĕлте уйрăм пурăнаççĕ. Скотолеч. 23. Тавăрăнса кайнă тĕлтине çивĕчĕ çĕçĕпе касса пăрахас пулать. Изамб. Т. Пирĕн çарансем пур тĕлти те аван. Юрк. Ик-виç тĕлте имени пулнă, темиçешер çĕр теçетине çĕр пулнă. Чебокс. Урăх тĕлелле каяр. N. Виçсĕмĕр виç тĕлте çӳретпĕр. Календ. 1904. Укçа янă тĕле çитсен çав купона укçа илекен çынна касса параççĕ. Кан. Анӳ тĕлне пĕлетĕн-и вара? Нюш-к. Пăшала персе ярсассăн хайхи çын тĕлĕ тĕтĕм пек пулса куçран çĕтет. N. Тислĕк купи тĕлĕнче (тырă) лайăх пулать, ытти тĕлте начар пулать. Скотолеч. 21. Суран (рана) тĕлне пăр е юр хурас пулать. Вишн. 73. Тата хăш-хăш çĕрте тăм чумлексем ӳпĕнтерсе хураççĕ; вара хăшин ăшĕ ытларах йĕпенет, çавăн тĕлне пусă алтаççĕ вара. Б. Яуши. Пирĕн тĕле пĕлмесессĕн, анат касра кĕтесре, улма сатне пăхса пыр. Хурамал. Вăл сасă салтак пурăнакан тĕле çитсен чарăннă. О сохр. здор. Хăш чухне лаша тăлхарса кăларсан е ĕçнĕ чух шыва юлсан, çав манка çыннăн ӳтне суран тĕлне лекет те, çын та вара çав чирпех чирлет. N. Эсĕ çул тĕлне пĕлетĕн-и? Пиччу хăни тĕлне пĕлетĕн-и? Ала 81. Кăтартăр-ха мана унăн тĕлне (где он живет). Холера З. Каснă тĕлĕнче ыратни, пăртак вĕриленни, вăйсăрлăх часах иртсе каять (при прививке). Изамб. Т. Ют ялтан ывăнса килнисем ларнă тĕлтех çывăрса каяççĕ. Нюш-к. Ашшĕ курнă укçа тĕлĕ кăçта у тесе ыйтрăм (где видел его отец деньги). N. Ик-виç çеккунт та иртмен-тĕр, шыв юхăмĕ ăна çирĕм чалăш тарăнăш тĕлне юхтарса илсе кайнă. N. Эпир çапла пĕр тарăн тĕлте пысăк пулă тытрăмăр. Скотолеч. 12. Шыçнă тĕле тутăр татăкне ăшăтса е ăшă шывпа йĕпетсе çыхас пулать. Ib. Тачка ӳт тĕлне сĕрме юрамасть, хул çумĕнчи аяк пĕрчисем тĕлне сĕрес пулать. Дик. леб 30. Çав пӳрт тĕлĕнчен иртсе пынă чух, çурăм-пуç тин шуралса килнĕ. Ядр. Сасартăк манăн пĕр чĕпĕ пĕр шăтăк тĕлне пулчĕ те анчĕ кайрĕ. N. Вилсен ăна масара пытарнă. Вăл масара чăваш масарĕ теççĕ. Унăн шăтăкĕ тĕлĕ халĕ те пур. Кан. Вĕсем ялти кулаксем тĕлне пĕлмен çынсем. || Иногда переводится как дом. ГФФ. † Йăван лаши хора лаша, Татьян тĕлне çитсессĕн... Ивана вороная лошадь как поверстается с домом Татьяны... ГФФ. † Татьян сăхмань хора сăхман Йăван тĕлне çитсессĕн... Полы Татьянина черного кафтана, как дойдет она (Татьяна) до Иванова дома... ГФФ. † Йăш-яшти яш ачи, олах тĕлне пĕлмесĕр, пӳрт кĕтессинче çĕр каçнă. Пригожий парень, не найдя дома, где были посиделки, провел ночь за углом избы. А.-п. й. 89. Улпут тĕлне çитсессĕн, ларчĕ пĕрене çине. || Местность. Ала 14. Нимĕн тĕлне те пĕлмен вăл (не знала местности), каç та пулма пуçланă. || Случай. N. Ĕмĕр тăршшинче ĕçес килнĕ çынсене шыв парса ăшне кантарса ярас тĕл сахал килет. Регули 1478. Пирĕн çок полчĕ, лапкара та пĕтнĕ тĕл полчĕ. N. Икшер-виçшер кун çăкăр курман тĕлсем те пулчĕç. Баран. 127. Пĕтес тĕл килсен, упа тем пек хаярланса çитет. || N. Сиртен мана çыру илме тĕлĕ çук. || Толк. Орау. Эпĕ уйăхсем çинчен пайтах çынтан ыйткаларăм та, çапах та тĕлнех тупимарăмăр. N. Çывăрни тĕлли çук: пĕр куç хупăнса выртать, тепри уçăлса тăрать тенĕ пек анчах вырткаласа тăратпăр. Юрк. Ыттисем вĕрентем тĕлĕ пулмарĕ. N. Ним тĕлне пĕлместĕп. N. Çапла эпир нимĕн тĕлне пĕлмесĕр шухăша вылятса тăратпăр. Сборн. по мед. Кирек епле ĕçе те тĕлне пĕлсе шухăшласа тума кирлĕ. N. Ĕçе тĕлне пĕлсе ĕçле. || Специальность. Альш. Пĕлетне мĕн эсĕ вăл тĕле. Разве ты знаешь и это дело, и эту специальность. || Признак. N. Мир полас тĕлĕ çок халĕ. || Время. N. Пĕр тĕлте, одно время. Баран. 167. Хĕлле тайкара хăрушă сивĕсем, кутсăр-пуçсăр тăмансем пулаççĕ. Çул кайма тухнă тĕл килсен, вилмесĕр юлакан нит сахал. || Цель. N. Çавăрса хур пĕр сăмах та пулсан, тен тĕле килĕ! Изрыгни что-нибудь, авось в цель попадешь. N. Тĕл тиверт, попадать. ЧК. Тĕл пеме вĕренес килет. Ib. Шкулти тĕл перекенсен кружокне (стрелковый кружок) Михайлов юлташ ертсе пырать. || Ашшĕ амăшне. Ăна вара çывăрнă тĕллипех (сонного) тăлăпсемпе, чаппансемпе лайăх хупăрласа çуна çине вырттарнă та, Лисахви килне илсе тавăрăннă. || Во-время. N. Сасартăк килсе эсир çывăрнă тĕле ан пултăр. Урож. год. Апат тĕлнех пултăмăр. || Как раз. Кан. 1929. Хăш-пĕр чухне чăхăмçă этемсемпе те тĕлех килсе тухаççĕ. N. Эпĕ çавăнпа сан пата пиçмо ятăм: эсĕ унтан кайнă тĕлех пулнă. К.-Кушка. Çатан урлă сикрĕм те, ура пылчăк çине тĕлех пулчĕ. Перепрыгнул через забор и попал ногой в грязь. Кан. Унта пĕр питĕ тĕлех кăларакан карчăк пур тет те... Панклеи. Ялта пĕр пӳрте кĕрет те, олах тĕлнех полать (попадает как раз на посиделки). N. Пирĕн тĕлех пулчĕ. || В отношении. N. Эпĕ ку авланнă тĕлтен тата телейлĕрех пулмаллаччĕ-ши? Юрк. Эсĕ пур япала çинчен те пĕлетĕн? Çавна мана çынсем умĕнче каласа парсам. Эпĕ сана çав тĕлтен пулăшăп. Альш. Кунта харпĕр килне ăрасна касмăк-пичĕке çук. Ӳретниксем пире вăл тĕле хĕсмеççĕ. || Около (места). Ярмушка-к. Кункал виçĕ шыт çӳлĕшĕ, сарлакăшĕ хырăмĕ тĕлĕнчепе 7 вершук пур пач тӳрĕ (в диаметре), тĕпĕ пенчинче сарлакăшĕ — пăймаклинче 5 вершук анчах (в диаметре). N. Çич çул юппи тĕлĕнче тăват аршăн юр çунă. Кан. Çу савăчĕ тĕлĕпе Етĕрненелле мăн çул анса каять. Регули 1163. Эп çол çинче вăлсам ялĕ тĕлĕнче топрăм. Ib. 1159. Вĕç çав йăвăç тĕлĕнче тăракан çын. Ib. 1162. Пирĕн тĕлте хыçалта тăчĕ. Эпир. çур. çĕршыв. 11. Улçа юпи тĕлĕнче, кăмака ани патĕнче, вучах пур. Ск. и пред. чув. 64. Кăкăрĕ çинче, чĕри тĕлĕнче сенĕкпе чикнĕ вырăн çара юн. Якейк. Чӳркӳ тĕлĕнчен айăккала пăрăнса каймалла. Капк. Ваçуксене: эсĕр пирĕн тĕлти мулкачсем, тесе хăлхинчен туртса хăратнă. N. Пĕр-кун сана вăйлă вăрçă çук пирĕн тĕлте тесе çырнăччĕ. Кан. Пăшалпа хырăм тĕлĕнчен перет. Альш. Тимĕрçĕ хытăрах итлет те, ача сасси тĕлне сирсе пăхат, тет. Кан. Канавне тата карта тĕлĕнченех ямалла тунă. Скотолеч. 26. Улма е чĕкĕнтĕр тавăрашĕ хăш чухне карланкине ларат, хăш чухне кăкăрĕ тĕлне ларать (застревает). || Около, приблизительно (во времени). N. Эпĕ праçник тĕлĕнче польнитьсара выртрăм ик эрне. Кан. Ачана кăнтăрла иртсен пĕр сехет тĕлне çуратса пăрахрĕç. Ib. Шупашкара каç пулттипе пĕр пилĕк сехет тĕлнелле çитеççĕ. Ib. Хут пĕлменнисемпе сахал вĕреннисене шкулта улт сехет тĕлнелле ямалла. N. Улттăмĕш сехет тĕлĕнче. N. Иван! Пыр ман патна паян пĕр виç сехет тĕлнелле. N. Ыран воник сахат тĕлĕнче килеп. Хот илмелле. N. Кăнтăрла иртсен, пĕр виç сехет тĕлĕнче. Ачач 23. Çимĕк тĕлĕнче вăрманта çуралнă тесен, Тимуш ялан хавасланнă пек пулнă. Ск. и пред. чув. 19. Чи çурçĕрĕн тĕлĕнче çичĕ юлан тухаççĕ, Хура шăрчăк уйĕнче каллĕ-маллĕ чупаççĕ. || Напротив. Çутт. 82. Ăна эпĕ куç тĕлне турăм. Пирĕн ял. Ламппă çути тĕлне шăп килмелле кăшкара çăмартаран пĕчĕкрех шăтарса шăтăк тăваççĕ. ДФФ. Вăрăм сак тĕлне çӳлерех пĕрене çумне пĕр пуччушши çапса çыпăçтаратчĕç. Шибач. Çав вăрман виттĕр виç кĕтеслĕ пӳрт тĕлнех полмалла полчĕ. Мăн çол. || Дик. леб З2. Эсĕ унăн чĕри тĕлне лар: вăл усал кăмăллă пултăр та, çавăнпа асаплантăр. || По. Юрк. Вăл тĕлтен вулăр. По этому предмету читайте. || По направленню. Орау. Çурт тĕлнелле пăхсан çăмăр çуни лайăхах курăнать. Регули 1160. Çав йăвăç тĕлĕпе пăх. || К. Кан. Октяпĕр револютси вунă çул тултарнă тĕле пулас çурт; каснă лартнă тепĕр уяв — Чăваш автономи вунă çул тултарнă тĕле тăватчĕç. ЧК. Паян кун тĕлне районĕпе 200 кектар çинче çĕрулми лартнă. Конст. чăв. Унтан хулара çӳренĕ чухне вăл вырăн тĕлне çитсен эпĕ: кунта пĕр Мирса Салих Керимов ятла хуçа пур, эсĕ çав хуçана тупса парайрăна мана? терĕм. Регули 1339. Той тĕлнех килчĕ. N. Ку енчи ял тĕлне илсе пыр. Кума-к. Кил тĕлне çитсессĕн (когда подьехали к дому), пысăк алăкпа кĕреймарĕ (муха). Кан. Советăн 5-мĕш çурчĕ тĕлне çитнĕ. Ib. Вăл каç пулнă тĕле вилсе те кайнă. ТХКА 53. Вăрманял тĕлне çитиччен хамах лартса кайăп сире, тет нăврашсем. А.-п. й. 71. Хай хуçа кашкăр тĕлне çитет те, ямшăкне лашисене чарма хушать. Çутт. 71. Кĕсре кашкăр тĕлнелле çите пуçласанах хăр-харт туса илчĕ. N. Кайсан-кайсан çак пĕр тырă акакан çын тĕлне çитрĕ, тет. СПВВ. Çак сăмах тĕлнех килсе кĕчĕ. N. Эпĕ хам хурланă тĕле пултăм та, çампа çампек çыртăм. N. Пирĕн сăмахсене итлемесĕр пурăнса çамрăк пуçупала таçта кайса, темĕн тĕлне пулса темĕн çапса вĕлерес, темĕн персе вĕлерес. Урож. год. Çын куç тĕлне пулнăран шыва кĕме пăрахнă. || До. НР. † Шопашкар тĕлне çитсессĕн... Как дошел до Чебоксар. Ib. † Хĕрсен тĕлне çитсессĕн... Как дошел до девушек... || Над. Изамб. Т. Пăр пуçне килсе çапсан, вăл вара карттусне пуç тĕлĕнче çӳлерех тытса тăнă. N. Туттăрĕ çине, çамки тĕлне виçĕ кĕмĕл укçа çĕлесе хураççĕ (покойнице). N. Малалла чупса пынă чух ялан пуç тĕлне кĕреçе тытса чупăр. Дик. леб 39—40. Вăл хăйĕн пуçĕ тĕлĕнчен вĕçсе пырса, ăна хĕвел çуттинчен сарлака çуначĕсемпе хӳтĕлесе пыраканни те çав кĕçĕн пиччĕшех пулнине пĕлнĕ. Она догадалась, что это он летел над ней и защищал ее от солнца своими крыльями. Орау. Çӳлте, ял тĕлĕнчех, тусем кĕç-вĕç йăтăнса анас пек ял çинелле тайăлса усăнса тăраççĕ. N. Сĕтел тĕлĕнче ламппă çакăнса тăрать. 93 çул 15. Çӳлте штик тăррисем тĕлĕнче кайăксем юрланă. ЧС. Çавăнпа вырăн тĕлне пиçихе çыхса хучĕç; тăрас пулсан çав пиçихие тытса ларатчĕ. Ск. и пред. чув. 10. Çӳлĕ тăвăн тĕлĕпе çăхан карать çăварне. || Под (прикрытием). ЧП. Йăвăç тĕлĕпелен вăл сулхăн. Собр. Выртнă упана йăвăç тăрĕнчен пăхса тăратимăн, йăвăç тĕллипе хуллен пырсан тытăн теççĕ. Толст. Хăйсем йывăç тĕлĕпе ачисенчен вăрттăн тара пачĕç, тет. Н. Якушк. Ырă аппаçăм (ятне кала), санан тĕлӳпе хумханатпăр. (Свад. п.). Полтава. Халăх пуçĕ тĕлĕнче хĕпĕртесе силлерĕ. N. Мăшăр витре йăтрăм та, шыва антăм, тăван шу пуç тĕлĕнче ай пыратчĕ. 93 çул 78. Çав виç кĕтеслĕ япала (предмет) ирхи кăвак пĕлĕт тĕлĕнче хуран курăннă. || За. Регули 1161. Эп йăвăç тĕлне тăтăм, çавăнпа вăл мана коримарĕ. Янтик. Сан тĕлӳпе мана ним те курăнмас, кай унтан (из-за тебя мне ничего не видно). N. Паян çăмăр пĕлĕчĕ тĕллипе хĕвел çутти курăнмасть. Сред. Юм. Тĕттĕм лавка хӳтипе, пурçăн хăмаç çутипе, пурçăн тутăр тĕллипе çиçпе ачи куç хыврĕ. N. † Вуник кашкăр иртнĕ чух юман тĕлне тăрса юлайрăм. || При. N. Словарь çырнă тĕлте сире эпĕ кирлĕ мар-и? || Ст. Юрк. Малашне авланас тĕлтен турă сыхлатăр ĕнтĕ (говорит один вдовец). || Для. N. Ку япала пирĕн тĕлĕмĕртен килсе тухрĕ. N. Ман тĕлтен ялта сар хĕр пулмарĕ куран. Чув. календ. 1911. Çапла тусан, русско-чувашский словарь вырăс чĕлхине вĕренес тĕлтен пире пит нумай усă парĕ. Ст. Чек. Ун тĕлĕнчен унăн пур, ман тĕлĕмрен çук. Для него он готов сделать все, а для меня ничего. Б. Олг. Тепĕр молкачă кортăм ора, карсак, тĕллерех пертĕм, ман тĕлне полимерĕ, тытимерĕм. Утăм. Ырлăх иртет ак часах ун тĕлтен. N. Унта вилнĕ çынăн кил йышĕсем калатчĕç: эй турă, мĕшĕн ялан пирĕн тĕле кăна пулать-ши, мĕшĕн пире ялан хурланса хурлăхпа пурăнмалла тунă-ши ку турă. N. Пирĕн тĕлтен пурне те пуçтарнă. Сред. Юм. Он тĕлĕнчен тем те топнать. У него всегда бывает несчастье. Ему всегда попадаются дешевые вещи хорошего качества. || О, об. КАЯ. Атте-анне уратех ĕнтĕ (сестра) тесе пит хуйхăра пуçларĕç; эпĕ, ухмахскер, хуйхăрас тĕлне пĕлместĕмч. Юрк. Янă çырăвăнта вăл тĕлтен нимĕн те асăнмастăн. || С. N. Скиф патши ывăлĕсем ашшĕ хушнине те итленĕ, те итлемен, эпир пĕлместпĕр. Çапах кил-çуртра килĕшӳ çукки усал иккенне эпир тепĕр тĕлтен куратпăр. N. Токмак тĕлне пол, встретиться с волком. А.-п. й. 40. Ула-таккапа тилĕ, çаксем тĕлне çитсен, темĕн пăшăлтатса илчĕç те, чарăнчĕç. || Иногда не переводится. ГФФ. † Кăтик-кăтик сар чăххи, кашти тĕлне пĕлмесĕр, посма çинче çĕр каçнă. Желтая курочка, не найдя своего насеста, ночевала под крыльцом.

тĕлне пул

встретить, застать. N. Тен сăра тĕлне пулăн. Юрк. Ют çын пырса кĕнине курсан, хуçисем кăна, чей тĕлне пулнăран, хăйсемпе пĕрле чей ĕçме ларма чĕне пуçлаççĕ. N. Качча кайсан та ырă каччă тĕлне пул (пожелание). N. Çын тĕлне пулсан (снаряд) салатса пăрахать (ярать). Трхбл. Куç тĕлне пулмас. Не попадается на глаза (напр., место в книге, предмет, который ищут). Сред. Юм. Куç тĕлнех полчĕ. N. Мĕн куç тĕлне полать, çана çиса. А.-п. й. 68. Каясси кай та, ачам, анчах Ерхип куçĕ тĕлне ан пул,— тет амăшĕ. Яжутк. Пырсан-пырсан, пĕр ача тĕлне пулчĕ, тет. N. Çын тĕлне полать те, çынна салатса пăрахать. Янш.-Норв. Упăшки ырă çын тĕлне пулсан (если ее муж окажется хорошим человеком), çулталăк иртсен ик çулхи тьыха илсе парас, тет (отец девушки, которую собираются выдать замуж). N. Халь çав çĕр маните хума кайсан темĕскер инкек тĕлне пулчĕ, халччен те укçа çухатса курманччĕ, çавăн чух толĕк çухатрăм. Карамыш. † Вăрман варĕнче вăт çонать; каям ăшнам тенĕ чох йоман тĕлне полайчĕ.

тĕл ту

попадать куда надо. N. Краççын илсе кĕрес пуль, атту тĕл тăваймăн. N. Тĕл тăвать, попадает. || Чем люди живы. Ырă халь те тем тĕлех турĕ, пĕтес пулатчĕ. || Сред. Юм. Кăçта та полса япалана кӳртес полсан, пĕр-пĕринпе лектерес полсан, малтан тĕл тăваççĕ.

тĕлкĕш

пылать, гореть большим пламенем. СПВВ. Сред. Юм. Типĕ олăма пĕр вăт тивертсе ятăм та, ахаль тĕлкĕшрĕ анчах. Ib. Хоран ай эп кĕнĕ чохне йăс-йăс çиç туса выртать, халь хорса толтартăм вĕт çонкăс та, ахаль тĕлкĕшет анчах. Ib. Вăтта пĕр чăртса ятăм та тĕлкĕшет анчах. Ib. Кăмакари вăт тĕлкĕшет анчах (горит пламенно). Ib. Хоран айне чăртса ятăм та тĕлкĕшет анчах. Тюрл. Пӳртсене вут хыпнă та, тĕлкĕшрĕç (быстро, ярко сгорели). Сам. 30. Хаяр револютси хĕрсе тĕлкĕшсе хĕн-хур тĕнчине кĕллентернĕ чухне чăваш ĕç çынни те часах вăй илсе: этем-çке мĕн эп те! терĕ вăл хăйне. || Зудить, чесаться. СПВВ. ПВ. Тĕлкĕшет — после крапивы жжется. СПВВ. Хыçсассăн тĕлкĕшсе тăрать (зудит). О сохр. здор. Вăл чир (чесотка) ерсессĕн, малтанах пурне хушшисем кĕçĕтеççĕ; унтан вара пĕтĕм çан-çурăм тĕлкĕшсе кĕçĕте пуçлать. Ib. Унăн (у отравившегося спорыньею) пĕтĕм çан-çурăм тĕлкĕшсе суракан пулать. Букв. 1886. Вĕтсе чарăнчĕ те, манăн çан-çурăмсем тĕлкĕшеççĕ-çке. N. Питрен çуппăрĕ те, пит халь те тĕлкĕшет (горит). А.-п. й. 46. Кашкăрăн ахаль те вут-кăвар ĕнтнипе çурăмĕ тĕлкĕшсе ыратать.

тĕмĕ

(тэ̆мэ̆), куст. Яраба-к. Пшкрт. || Кочка. Ала 73. Авкарти хыçĕнче шур юр тĕми, шăнкăртатса юхать юр шывĕ. Юрк. И тĕмĕ пур, тĕмĕ пур, тĕми çинче калта пур. || Пяток снопов. Тим. Çаксам кашни тĕмĕ тумасренех малала илсе пыраççĕ, тет, ачине. Тим.-к. Вĕсем çав ачана пит хытă юратнă. Тырă вырма кайсан çав ачана тĕмĕрен тĕмĕ сиктерсе пынă, тет. ЙФН. † Эпĕ вырас çурлийĕ тĕмĕ çинче тăминччĕ, пĕри тытса выринччĕ. (Солд. п.).

тĕнке

сила, мощь. Орау. Амăшне ĕçлеттерсе тĕнкине кăларнă, тет (мучил работою). N. Тетĕшсене пуçтара-пуçтара тĕнки тухрĕ, тет (замаялся). Ст. Чек. Хĕне-хĕне тĕнкине (или: ăннăран) кăларнă. Побоями довел его до того, что он стал непохожим на себя. Кама 62. Паян ăна çавăркаласа тĕнкине илчĕç. Урăх илсе килместĕп ĕнтĕ. Пĕтереççĕ, кăтарт тесе, ача курман пек. Юрк. Пăхăсăн, ху та килмерĕн, çыру та ямарăн, тĕнкеме анчах хăртса пурăнтăн. ПТТ. Анчах, те пур ялсенче те çапла: сĕрене пуçличчен пуçлаймасăр тĕнкисем тухаççĕ, мĕшĕн тесен пысăккисем, темтен, ăна пĕлместĕп, ваттисенчен хăяймасăр пĕри те, тепри те лаша утланса тухмасть. Хурамал. Çав ĕçе тăваймасăр тĕнкӳ тухать (не можешь скоро сделать). Ib. Выльăхсене киле исе килеймесĕр тĕнке хăрчĕ (= асапланса пĕтрĕм). Юрк. Çав ачам (ребенок) пит хастарлă пулмалла пек курăнат, халех култарса тĕнкене хăртат. Трхбл. Ман унта ĕçле-ĕçле тĕнке хăрчĕ (замаялся, измотался). Ib. Тĕнкине хăртнă, тĕнкисене хăртнă. N. Вăл та, тĕпленнĕ япала, ку кунччен çырса ямасăр манăн тĕнкеме хăртрĕ.

леш тĕнче

„тот свет“, „загробная жизнь“. Аттик. Кӳрĕшрен мĕнтен япала кивçен илсен виллисем те леш тĕнчере кивçен япала илсе парăмланса пурăнат, теççĕ. Ст. Чек. И мăнтарăн çут тĕнчи, пĕр уйăх та пĕр хĕвел, пĕртех пулсан çутă-çке. И мăнтарăн леш тĕнчи, çич уйăх та çич хĕвел, çиччĕ пулсан та çути çук. (Масар пуçлăхĕ юрри). См. леш тĕнче (вып. VШ, стр. 83).

тĕп

дно. N. Катка тĕпĕ, дно кадки. Утăм. Тĕпĕ (реки) курăнса выртать, çав тĕрлĕ тăрă. Образцы 51. † Шурă Атăл çинче шур кăвакал, чăмсассăн та тĕпне çитеймест. Чураль-к. Пирĕн ял ачи мулатси, шыв тĕпĕнчен чух илет. ÇМ. Сип-симĕс улăх урлă тĕпсĕр сив çăлкуç уйсем çине сапать шывне. Торп-к. Пĕве тĕп (шу тĕп) хăпарсан йĕпе пулать, теççĕ. Сред. Юм. Пос тĕпĕнче хор вылять. (Отражение в колодце движения облаков). N. Пус тĕпне кĕмĕл çĕрĕ ятăм. (çăлтăр). ЧС. Тĕпнелле пăхсан, тĕпĕ те курăнмасть (у оврага). А.-п. й. 37. Шăтăк тĕпĕнче тилĕ вĕткеленнине йăвăç тăрринче ларакан ула-такка курчĕ. Изванк. Курка тĕпĕ курăничченех ĕçмесен, лайăх мар теççĕ. Собр. † Ĕçсем, кукка, куркуна: курка тĕпне курам-а? Выпей, дядя, свой ковш, я посмотрю на его дно. Шишкин. Инке стаккань çут стаккан, çивче сахăр çок, çампа тĕп ĕçместĕп. Шемшер. Йыснан черки çут черки, çутă тейиса ытла тĕпех ĕçес мар. || Подонки. ГФФ. † Пирĕн аттейĕн хытти пор, четвĕрт тĕппе ыр полчĕ. Скуповат наш батюшка — прослыл хлебосолом, поставивши гостям подонки, оставшиеся на дне четверти. || Остатки. ГФФ. † Пирĕн аннен те хытти пор, кокăль тĕппех ыр полчĕ. Скуповата наша матушка — прослыла гостеприимной, поставивши гостям остатки пирога. А.-п. й. 54. Кĕлете кай та ырçа тĕпĕнчи çăнăха пуçтарса килсе пĕр пĕчĕк йăва пĕçерсе пар-ха,— тет. Изамб. Т. Мĕтеçле тĕпле вылянă чухне малтан сахисене мĕтеçсем патĕнчен пурте пĕр енне ытаççĕ, камăн сахи мĕтеçсене çывăх, ул тĕп тăват (говорит: манăн тĕп!), ыттисем сахи вырăнĕсенчен мĕтеçсене переççĕ, миçе мĕтеç юлать, пурне те тĕп тăваканни илет. N. Олăм тĕп, остатки початого стога. Изван. Кайин-кайин кайи-ке, улах апач çитермер, çитересси çитерч те, çатма тĕпне çитерч. || Огарок. М. Сунчел. Çав çуртасем çуна çуна пĕтсен, вĕсен тĕпĕсене икерчĕпе чĕркесе, таткаласа хывнă çĕре пăрахаççĕ. || Окурок. Капк. Кулачăран (из белого хлеба) пирус тĕпĕ тухнă. || Центральный, основной. N. Тĕп Комитет, Центральный Комитет. Кан. Хĕрарăмсене çутта кăларасси пирĕн тĕп ĕç пулса тăрать. Эпир çур. çĕршыв 17. Пирĕн ялти халăхăн тĕп ĕçĕ тырă акса тăвас ĕç. Сборн. по мед. Пырне касса шăтарнă хыççăн вилсен, вăл каснипе вилмест, хăйĕн тĕп чирĕ пит йăвăррипе вилет. || Основание. Изамб. Т. Тĕпĕнчен выраканнисен ытларах та ларать. N. Усал суранпа пĕçĕм тĕпĕсем ыратса вут пек çунса тăраççĕ. || Причина, основание. N. Апла выçлăх тĕп мĕнтен пулнине шухăшласа илеймеççĕ. || Корни. Кĕвĕсем. Лартрăм тĕрлĕ йăвăçсем, тĕпĕсене сапрăм таса шыв. Баран. 55. Йывăç тĕпне (у корня) вут чĕрте пуçланă. К.-Кушки. Ялан улăх тăрăх çӳрес мар, ухлĕм ути тĕпне çĕртес мар. N. Кашни тĕпĕнче 2—3 хунав анчах пулать. || Коренной. СПВВ. Сред. Юм. Халь она Маççи теççĕ, тĕп ячĕ он Ваççа ятлă. Чăв.-к. Хапхаран тухрăм тайăлтăм, тĕп тантăшсенчен уйăрлтăм. || Коренник. Т. IV. Вара ăна тĕпне кӳлеççĕ. (Запрягают в корень). || Отцовский дом. Юрк. Тĕпе аслă ывăлĕпе чи кĕçĕн ачи Çумаркки анчах юлать. Собр. Ах аттеçĕм-аннеçĕм, эп килетĕп çак киле атте-анне тĕпне шыраса. Рак. Тĕпе карĕ. Пошел в дом, откуда выделился. Альш. Тĕпе Çтаппан ятли юлнă. Вил йăли. Пĕр-пĕр килĕрен уйăрăлса тухнисем малтан тĕп çурта кайса тĕпри вилнĕ çынсене хываççĕ. Бугур. Пирĕн аппана илекен тĕпрен мулĕ тапранĕ. || Место прежнего жительства. N. Тĕпрен килнĕ. || Родина. N. Пирĕн тĕрĕк çыннисенĕн чăн тĕпĕ, çуралнă çĕрĕ-шывĕсем чи малтан авалхи саманасенче Çипирте Алтай тăвĕ таврашĕнче пулнă. || Род. Ст. Чек. Чăвашсемпе тутарсем пĕр тĕпрен тухнă. || Внутри. N. Тĕпре ларса пыр, ехать, сидя внутри экипажа (не на козлах). Якейк. Пынă чохне вăл ямшăкра ларчĕ, эпĕ тĕпĕнче лартăм (внутри экипажа). N. Хăй ларчĕ тĕпне, а начар салтакне ларчăк çине. С. Айб. Тирпеленсе çитсессĕн, патша ывăлĕпе арăмĕ тĕпе кĕрсе ларчĕç, тет, таркăнĕ кучăр вырăнне ларчĕ, тет. || Полтава. 117. Шухăш тĕпне Мазепа путса ларнă пĕтĕмпе. || Куст. Альш. Акă хайхисем пĕр пысăк шĕшкĕ тĕпĕ патне çитрĕç тет те, шĕшкĕ тĕпне çĕклесе çавăн айне кĕрех кайрĕç, тет. Собр. Карта-карта килет хуркайăк, каять хăмăш тĕпне шыраса. N. Хура та çĕлен ача пуçлă, çӳрет-çке хăмăш тĕпĕнче. Сала 123. Кĕтĕм вăрман ăшшĕне, лартăм курăк тĕп çинче. || N. Вунă тĕп юман N. Йывăç: пĕр çĕр тĕп хăмла çырли, крыжовник тавăраш аллă тĕп. Толст. Икĕçĕр тĕпрен тăххăр анчах юлчĕ (яблони). N. Вăтăр тĕп кавăн. Альш. Хурлăхансем вĕсем пĕчĕкçĕ тĕпре ӳсеççĕ. Чув. календ. Çамрăк тĕпсене йăрансем туса лартаççĕ. || Ствол, комель дерева. Пазух. 22. † Вăрман хĕрри юманлăх, çинчен икел суйлар-и те, тĕпне юпа тăвар-и? Лашм. Улма йывăç тĕпĕ ай сап-сарă. Юрк. Чăршăсем хĕрри хурлăханлăх, тăрринчен хурлăхан татар-и, тĕпĕнчен чăпăк тăвар-и? Пазух. 22. † Ту питĕнче чиелĕх, çинчен чие суйлар-и те, тĕпне çатан авар-и? Собр. Чӳрече кутне хурăн лартрăм, тĕпшĕн мар, çулçишĕн. Микушк. Хăпартăм та çӳлĕ ту çине, лартăм кукăр хурăн тĕпĕ çине. Юрк. Çӳлĕ ту çинче виçĕ хурăн, тăррисене кассан тĕпĕ ӳсет. || Стебель. N. Пĕр пĕрчĕ акса пин пĕрчĕ илмелле пултăр, тĕпĕ хăмăш пек пултăр, тăрри чакан пек пултăр. К.-Кушки. Тĕпне хăмăш пек, тăррине чакан пек ту. Н. Байгул. Хумăш тĕпĕ шывлансан пирĕн макрасси çавăнтан паллă. Пазух. 22. † Парлак çинче çырлалăх, çинчен çырла суйлар-и те, тĕпне утă тăвар-и? || Пень. Кĕвĕсем. Лартăм хурăн тĕп çине хурăн çырли пиçиччен. Альш. Хура-хура кăткăсем хурама тĕпне сырса илнĕ. || Подошва. К.-Кушки. Ха, ачу çăпатине тĕпĕнчен сырасшăн (хочет надеть лапти вверх подошвами). Тим. Шурă рамановски кăçатă тăхăнас çук, тăхăнсан та тĕпне тивертес çук. || Панклеи. Шу орлă каçнă чох пуç çине ĕçлĕк тĕпне хорса каç (платок с навороженным). Сятра. Усал укçа илсе тухрĕ, тет те, ĕçлĕк ăшне ярчĕ, тет те, тĕпĕ те çĕтмерĕ, тет (тĕпне сарăлмарĕ). || Якейк. Пире коккăль памасан, кăмаки тĕп çыпăçтăр. || С. Алг. Юпа тĕпне (на кладбище) укçа яратчĕç тăванĕсем, пĕр пус параканĕ çĕр тенкĕ паратăп, тетчĕ. N. Юпи тĕпне пĕр пус укçа алтса хăвараççĕ. || Кильд. Хапхăр тĕпне шăлмастăр, курăк шăтса тухас пек (готова вырасти). К.-Кушки. Ан пыр, каччă, хапха тĕпне, хăма ӳкĕ пуç çине.

тĕп кил

отцовский дом. Шорк. Для человека, выделившегося и имеющего свой дом, дом отца будет тĕп кил. Чăв. й. пур. 29. Ачисене тĕп киле хăй патне илсе юлнă. Ашшĕ-амăшне. Алтачĕ, ашшĕ тĕп килне юлсассăн, пурне те хăй аллине илнĕ. СПВВ. Ачисене тĕп киле хăй патне уйăрса юлнă. N. Хăйсенĕн тĕп килĕ мар.

тĕпел сыпăк

передняя часть избы. Чув. Сорм. Кунтан эпир кайсассăн, тĕпел сыпăк пушă юлмĕ-ши? См. сыпăк. Тĕпел çынни, так называют женщину, как стряпуху. Ст. Чек. N. Хĕрарăма тĕпел çынни теççĕ, вăл тĕпелте яшка-çăкăр пĕçернĕрен. N. Эпĕ, тĕпел çынни, ăçта кайăп, ахаль те хĕрарăмран та хам кăна килте. N. Пĕр пĕчĕкçĕ кăна тĕпел çынни илсе ятăмăр халь.

тĕпче

допытывать, выпытывать. Сред. Юм. Мĕнле çын эсĕ? тесе ыйтса тĕпчет. Ib. Тĕпчесе пĕл эс она (это ты как-нибудь выпытывай). Ск. и пред. чув. 6З. Йăлтах тĕпчесе пĕлчĕ вăл унтан. СПВВ. ИА. Сутра питĕ тĕпчесе ыйтаççĕ. Альш. Килĕ-йĕрĕсенче епле-епле пурăннисем çинчен ыйтса туса тĕпчесе тăман эпир вĕсенчен ача-пăча. N. Аçăр пурăнать-и сирĕн? Тата тăванăрсем пур-и? тесе тĕпченĕ вĕсенчен. || Допытываться. А.-п. й. 48. Мĕнле çĕнĕ хыпарсем? — тесе тĕпчет кашкăрĕ. || Расспросить, разузнать. БАБ. Вăл манран мĕшĕн килнине (зачем я пришла) пĕтĕмпе ыйтса тĕпчерĕ (расспросил). Хурамал. Эсĕ вăл сăмаха тĕпчесерех кил-ха (= лайăхрах пĕлсе кил). Чув. календ. 1910. Çĕрне тупсан, хакне лайăх тĕпчес пулать. Ib. Çĕр илсе ĕçе пĕтерме мĕнле-мĕнле хут çырмаллине лайăх ыйтса тĕпчес пулать. N. Тек хам ăшра шухăшласа хама хам тĕпчесе çӳретĕп. N. Петрункевич каланă сăмахсем пирки пăртак тавлашсан пухури çынсем пурте халăха мĕн калассине часрах тĕпчемелле тунă. Ст. Чек. Унтан тĕпчесе ыйтса пĕлнĕ (тĕпче, расспрашивать). N. Симун унтан йăлтах тĕпче пуçларĕ Пуриссем епле çӳрени çинчен. || Исследовать.

тĕреле

подпереть. Сала 291. Ивана çывракансем патне туртса пырать те сенĕксемпе тĕрелесе тăратса хăварать. НИП. Урисене тĕрелесе каялла туртăнат. N. Хăй кăкрине аллипе тĕрелесе... ЧС. Вăл çавăнтах хăйăр утине (отмель?) ларса чавсине чĕркуçи çине тĕрелесе темччен шывалла пăхса тăчĕ. Сред. Юм. Йăванса кайма тапнакан капанĕсене пысăк патаксĕмпе тĕрелеççĕ (е: чараклаççĕ). Баран. Иван тепĕр чарак илсе пыричченех алăка çурăмĕпе тĕрелесе тăрать. Толст. Вĕсем çула (летом) тăсăлĕччĕç те, пĕр тĕрелесе сиктерсе кăларĕччĕç.

тĕрĕс

правый, правильный, истинный, верный. N. Сирĕн сăмахсем пире тĕрĕс пек туйăнаççĕ. Чăв. й. пур. 6. Унтан вара старăстанăн тĕрĕс пулнă (оказался правым). Полтава 38. Тĕрĕс алла хĕç тытса, пĕрре кассах ĕç тăвас. || Целый, сохранный. КС. Эпир халь пурте тĕрĕс пурăнатпăр (все целы и здоровы). N. Халĕ чипер куç-пуç тĕрĕс чухне çырас, тет. || В целости, в сохранности. N. Çурт тĕрĕс тăрать-и? Тĕрĕс тăрать. В целости. N. Ял йышсем пурте тĕрĕс пурнаççĕ. КС. Эпир халь пурте тĕрĕс пурнатпăр. БАБ. Çак выльăхсем инче çула кайсан, унтан тĕрĕс таврăнма пар. Пшкрт. Шатак тĕрĕс порнатăр-и? Живы ли. Ib. Сорăксам тĕрĕс-и? Целы ли? Б. Олг. Вольăх та килте, шăпах, тĕп-тĕрĕсех порăнатпăр. || Нормальный, здоровый. Шурăм-п. Çыннисем пĕри те тĕрĕс пулман: пĕри кукша, тепĕри кĕçĕллĕ, тата тепĕри сăмса юха пулнă. N. Манăн алă-орасем тĕрĕсех. О сохр. здор. Çакăнта мĕн каланине пурне те лайăхрах ăнласа илсе, кирĕк хăçан та тĕрĕс туса тăма тăрăшас пулать. || Правильно, верно. Сунт. Çапла çав, çапла! Эсĕ калани тĕрĕс питĕ. СТИК. Эй тĕрĕс! Верно, верно, я ошибся. Яжушк. Халь укçу тĕрĕсех (в должном количестве, верно по счету). Кан. Склатран тĕрĕс мар çĕре кăларса янă чăптасене тĕрĕс вырăна кайнă, тесе, çырса хӳнă. СПВВ. Ку ĕç сăмах çинче тĕрĕс тăмалла пултăр. Изванк. Çав кукша майра çĕр тавраш тума пит тĕрĕс пĕлет. Янш.-Норв. Вăл старике пирĕн ялсем пур чӳк кĕллисене те питĕ тĕрĕс пĕлсе тăрат, тетчĕç. N. Эсĕ кăларнă йăлана пурне те тĕрĕс туса тытса тăратпăр. Изамб. Т. Укçа тавăрса парсассăн, тĕрĕс патăм, теççĕ. || В четном количестве. Ст. Чек. Тĕрĕс çимеççĕ (хур вăрри): тĕрĕс çисессĕн пурăнмасть. || Налицо. Яргуньк. Карчăк лашасам килнĕ çĕре алăка тухса сăвать, тет, пурте тĕрĕс, тет. || Ровно, точно. Собр. Тĕрĕс çĕррĕн килтĕмĕр, çĕр те пĕррĕн каятпăр. ПТТ. Вăл тĕрĕс хĕрĕх витре яни мĕне те пулин пĕлтерет пулĕ. ЧП. Эпĕ хам савнине курманнн тĕрĕс уйăх тулать ирхине. || Правда. || Здоровье. N. Сире турă тĕрĕсне патăр, тесе çырнă.

тĕрке

свертывать, завертывать. ТХКА 14. Ваçук шкултан тĕркесе çыхнă хут илсе килнĕ. N. Кĕнекине чĕрĕ, чикĕ таçта тĕркесе.

тĕрлĕ

разный, различный, разнообразный, всевозможный; всякий. А.-п. й. 94. Шурă халат тăхăнса, тухтăр пекех тумланса, сарă чăматан йăтса, тĕрлĕ кĕленче хурса, ĕне хӳрине чиксе, хуллен утать хулана. Чăв. юм. 1919. Шыв хĕрринче чăнахах та тĕрлĕ çĕртен тухатмăшсем пуçтарăннă. N. Чăвашсем хĕлле тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕ пурнаççĕ. Кив-Йал. Чăвашла сăмах тĕрлĕ вĕт вăл чыстă. N. Тĕрлĕ кун кунта. N. Манран тĕрлĕ майпа чăвашсен пурăнăçĕ çинчен ыйта-ыйта пĕлчĕ. Кама 30. Тĕрĕксен те çынсем тĕрли пулаççĕ, сирĕн пеккисем те пур вĕсен, пирĕн пеккисем те нумай. N. Тĕрлĕ тĕслĕ чечек. N. Стариксем тĕрли тĕрлĕ калаççĕ. Вишн. 64. Çав сĕтне урпа шывне мĕн чулĕшер илсе хутăштарас пулать-ши? Вĕсене тĕрлĕ вăхăтра тĕрлĕшер илсе хутăштарас пулать. N. Ака (плуг) тĕрли пур. Сред. Юм. Тĕрлĕ кил ăшчикки. (Гов., если в доме не одна семья). N. Пирĕн патăмăрта Кăмаша ятлă пит пысăк вăрман пур. Çав вăрмана тĕрлĕ тĕлтине тĕрлĕ ят хунă. О Японии. N. Хуртсем вĕсем тĕрли пур. Сред. Юм. Пĕр тĕрли кайрĕç онта. Некоторые пошли туда. N. Ку тĕрлĕ, мĕн тĕрлĕ, виç тĕрлĕ, урăх тĕрлĕ. || Неодинаковой продолжительности. Баран. 121. Тĕрлĕ йывăçăн ĕмĕрĕ тĕрлĕ. || Хурамал. Кĕлле тăрсан, кашни тăмассерен харкам хăйне пĕр тĕрлĕ асăнса чӳкленĕ. N. Çĕр салтак çĕр тĕрлĕ калаççĕ. || Юрк. Пĕр тĕрлĕрех пурăнакан çынсем. Ст. Чек. Пĕр тĕрлĕ, ку тĕрлĕ. Ib. Пĕр тĕрлĕ тăратпăр-ха. || Ходар. Чӳклемене вырăсла пурăнакан чăвашсем те тăватчĕç, анчах вăлсем урăх тĕрлĕрех тăватчĕç. || N. Вăл тĕрлех çиленсе ан пĕтер-ха. N. Анчах çав тĕрлĕ савăнăçлă пурăнăç манăн часах улшăнчĕ. Тим. Шурă хурăн ӳсет мĕн тĕрлĕ? Çулçисем çаврака çав тĕрлĕ. Янтик. Аслă вăрманĕсем мĕн тĕрлĕ, çулçисем тăкăнаççĕ çав тĕрлĕ; пирĕн аппа-йысна мĕн тĕрлĕ, пирĕн те пуласчĕ çав тĕрлĕ. || С. Тим. Эх пархатарсăр, пĕрте çын тĕрлĕ хăтланмастăн-ĕçке (çын тĕрлĕ, прилично, пристойно). || Вид. Баран. Ыраш икĕ тĕрлĕ пулать.

тĕслĕ

различный. N. Куркасене сăрлама вуник тĕслĕ сăр кирлĕ. Ильмово. Пур-пур тĕслĕ шăрçам пурте пур, ылттăн тĕсли анчах çук. Юрк. Кӳр укçăна! Эпĕ сана çӳреннине те, кăваккине те илсе парăп. Епле тĕсли кирлĕ, ун пеккине шыраса тупса илсе парăп. || Похожий цветом (видом) на... ЧП. Мăк тĕслĕ. Богдашк. Йăлтăр тĕслĕ шăрçана çипе тирни мĕн илем. О сохр. здор. Хăш чухне çан-çурăма пĕтĕмпе пăхăр тĕслĕ вĕтĕ шатра тухать (сыпь). Якейк. Мара тĕслĕ хĕр кирлĕ. Регули 1259. Манăн тĕслĕ ку япала. Образцы. 79. † Хуçа тĕслĕ аттене хăта туса лартрăмăр. Пике тĕслĕ аннене тăхлачă туса лартрăмăр. || Тим. Тĕслĕ шăрçасем пурте пур (целы), ахах шăрçам анчах çук. N. Халĕ конта пор тĕслинченех хаçет волаççĕ. || N. Тĕттĕм пуличчен ачасем темиçе тĕслĕ те вылярĕç. СТИК. Çитмĕл çичĕ тĕслĕ. || Лад. ГФФ. † Кăçал пирн çинчен ят тохни, отмăл тĕслĕ кăларчĕç, çитмĕл çĕре çитерчĕç. Много нынче про нас судачили – на шестьдесят ладов выдумали, на семидесяти местах расславили.

тĕслĕлĕх

то же, что тĕслĕх. Кан. Тĕслĕлĕх илсе кăтартăп.

тĕсеттер

понуд. ф. от гл. тĕсет. СТИК. Шупкалнă сăкмана пĕвевçе илсе кайса тĕсеттертĕм (= пĕветрĕм).

тĕтре

туман. КВИ. Пĕччен парăс шуррăн курăнать кăвак тинĕс тĕтри ăшĕнче... Белеет парус одинокий в тумане моря голубом... (М. Ю. Лерм.) Эльгер. Тарăн варсенче тĕтре шуралать. Образцы 12. † Çумăр çăвать тĕтрене, шыв пухăнать пĕвене. N. Тĕтре виттĕр лайăх курăнмасть. Из-за тумана было плохо видно. Шел. П. З8. Тĕтре çӳрет час-часах, кăмписене кăларать. Орау. Умра çын пыни те курăнмасть, тĕтре тухрĕ, тĕтрепе ял курăнми пулчĕ. Юрк. Тĕтре çӳлелле кайсан, çумăр пулат. Алших. † Тĕтре çăвать Пăлана, шыв пухăнать пĕвене. Тайба. Пĕчĕкçĕ те çырма тĕтре шыв, каяймĕ-ши вăрман тăршине. Качал. Тинĕс урлă лĕпсĕр-лĕпсĕр упа каçĕ. (Тĕтре). Шурăм-п. Кăçал тур шыва кĕрес çĕр çăлтăрсем тĕтрере тăчĕç. N. Постоянно тĕтре тăрат. N. † Çырма тăрăх тĕтри çăвать те, кайăк вĕçин корăнмасть те. N. Тĕтре тухать те, вĕсене (растения) чĕртсе лартать, шăрăха хирĕç сывлăм ӳксе нӳр кӳрет. Нюш-к. Тĕтре пĕрĕхет. Туман, не поднявшись, утром падает мелкими каплями. N. Тĕтре сирĕлнĕ. Микушк. Тĕтре хăпарсан çăмăр çăвать, теççĕ. Панклеи. Тĕтрере йăван карĕ чол çорта. Трахома. Куç ыратнăçемĕн ӳт илсе куç тĕтренĕн курăна пуçлать. || Мгла. Мыслец. || Назв. божества. Т. VI. 6. Тĕтре амăшĕ, тĕтре хаярĕ.

тĕшĕрĕл

лущиться. СПВВ. Х. || Свалиться. Сред. Юм. Пĕрех çапрăм та, тĕшĕрĕлчĕ анчĕ (свалился). Трхбл. Тĕшĕрĕлсе ан, свалиться. СТИК. Атă кунчи чис тĕшĕрĕлсе анчĕ. Голенища сапог спали книзу, не держатся от ветхости. Толст. Ак перетĕп, ак упа персе тĕшĕрĕлсе анчĕ (мечтаю) Конст. чăв. Манăн кукка çавăнта чуп тунă çĕртех ман çинелле тĕшĕрĕлсе анса ыталаса илсе питĕ нумайччен нимĕн чĕнеймесĕр макăрса тăчĕ. О сохр. здор. Çулла уярта ун пек шурăсем (болота) типеççĕ те, курăксем çемçескерсем тĕшĕрĕлсе анаççĕ. Шел. 107. Çавăнтах чĕре шарах! çурăлса, тĕшĕрĕлсе анса, çĕре кӳплетсе кайса ӳкрĕм. N. Пĕр пĕлми тĕшĕрĕлсе ӳкнĕ. Хурамал. Шеп курăк çине кĕрсе йăвалансассăн, курăк пурте тĕшĕрĕлсе ӳкет.

чалпăр

вдребезги. Сред. Юм. Кĕленчене пĕрех илсе çапрăм та, чалпăр саланайса кайрĕ.

чалтăртаттар

понуд. ф. от гл. чалтăртат. Янш.-Норв. Вăл вăхăтра пĕри хăрах ывăç çăнăх илсе пӳрте кĕрет те, çăнăха пӳртре чалтăртаттарса ярат. (Вăрланă хĕршĕн туй туни).

чан

чан, большая деревянная кадка. Шорк. Чан, кадка большая, куда наливают сусло. Альш. Путелек темĕн пысăкăшĕ çăкасене каса-каса, ăшне кăларса илсе, касмăксем, чансем тунă, тет. Ой-к. Шăлăм патне каяс тесе шĕшкĕ чанпе сăра турăм, пул куркипе пуллантартăм, шыв куркипе шĕветрĕм, шăна кĕпçипе юхтартăм, икел хуппипе илсе килтĕм, мăйăр хуппипе ĕçтертĕм. Урож. год. Иван яшшĕ те пуян: укçи пулĕ икĕ чан.

чарусăр

невоздержный; озорной. КС. Изамб. Т. Чарусăр ача-пăча каланине итлемес. Ст. Чек. Чарусăр, озорной. Ib. Чарусăр, шалун. N. Ах тантăшçăм Петĕр пур, сан çăвару чарусăр. (Хĕр йĕрри). Альш. Чарусăр çăвар, безумолкный, противный говорун. Сред. Юм. Чарусăр, не могущий хранить секрета. || Кан. Икĕ чарусăрсем, пĕрри хӳререн, тепри мăйракаран ярса илсе урлă хунă пĕрене урлă каччана калла тĕкеççĕ. || СПВВ. ФИ. Чарусăр – чарса чарăнман çын. Орау. Ăçтан туртса кăлартăн-ха эсĕ ку пиçиххия, ах, ку чарусăр ачаячана! Ib. Ку чарусăр ача-пăчапа тем курас пулĕ. Истор. Çавăн пек çивĕчĕ ача-пăчана пит астуса, лайăх пăхса ӳстермесен вĕсенчен чарусăр çын пулать. Суждение. Хăйне хăй ытлашши юратакан çын пыр тĕлĕшĕнчен чарусăр пулать. || Ст. Чек. Чарусăр — не имеющий руководителя, которий мог бы удерживать.

часран часрах

в большинстве случаев. Чăвашсем 8. Тата часран часрах ачана ӳсĕрекен пулсан та, чĕкĕрекен пулсассăн та, хăсакан пулсан та, юмăç карчăк патне илсе каятчĕç.

чачас

скорее. Собр. Çурмисем ӳкиччен чачас мĕлле ӳкнине пăхма çаврăнса тăраççĕ (старухи). Янорс. Эп вăрантăм та: атте, мана та илсе кай-ха, тесе макăрма тытăнтăм. Атте мана: уруна сыр эппин чачас, терĕ. Ib. Ну, айтăр эппан чачас, эп лаша кӳлеп. Ib. Пирĕн Йăван пур-и кунта, чачас тухăр-ха, такĕш ял çунать. Яргуньк. Вăл та киле чачас васкаса кайнă. Б. Илгыши. Чачас упапа йĕке-хӳре çатрака айне пытанчĕç, тет.

чашт

подр. удару кнутом. N. Патша хĕр патне çитерех Иван лашине чашт çапнă. И. Тукш. Конвоир, хăйне хисеп туманнипе вĕчĕрхенсе кайнăскер, чаштах (чашт+ах) тутарса тиверчĕ старик лашине хыткан купарчинчен. N. Пичĕшĕсем пăрнайман та, виççĕ чашт, чашт çапса хăварнă. || Подр. звуку плесканья, подр. выплескиванию воды. Етрух. Усем хапхаран тухса кайнă чухне нимĕн пăхмасăр пӳртне чупса кĕрет те, пĕр курка тăрă шыв илсе тухса, урамалла чашт сапат. Ib. Пĕр курка сивĕ шыв ăсса илет те, алăкне чашт сапать. Почерпнет ковшик холодной воды и плеснет ее на дверь. Альш. Пĕри кашăкпа салма шӳрпи ăсса пырать те, кашма айĕнчи çынсене чашт сапать. Çиç. çиçрĕ кĕм 69. Ку чашт! тутарчĕ питтунран. Он плеснул из бидона. || КС. Сĕтеле алшăллипе чашт! шăлса илчĕ. Вытерла стол одним движением полотенца. || Подр. бросанию зерен при сеянии. N. Кунтăкне тырă тултарчĕ, мăйне çаккăрĕ, чашт! чашт! тутарса акса карĕ. Насыпал в лукошко семян (жита), повесил его себе на шею и пошел, разбрасывая бросками шуршащие семена. || Встр. в сочетании: чăш-чаш.

чей ларт

ставить самовар, скипятить чай. Хĕвел. Çитменнине, чей лартнăччĕ-ха, айта чей ĕçме, тесе апат çиекен пӳлĕме илсе каять. В. Олг. Тăр! Чей лартмалла, тет (самовар ставить).

чеппушка

медная бляха для мăй шанкри. В. Олг. Пшкрт. Чеппошка, украшение. Хорачка. Чеппошка, наряд. Б. Олг. Хонямăш парчĕ умăнчен илсе чеппушка кинне. || Шашкар. Чеппушка, пуговицы металлические для украшения узды; медное украшение на дошадях.

чышкала

учащ. ф. от гл. чыш. Ст. Чек. Çан-çурăм кĕçтет, милкĕ аврипе чышкала-ха, тет (в бане). Истор. Çухаран ярса тытнă та, чышкаласах илсе тухса кайнă. ГТТ. Чышкаласа ячĕ.

чышкă

кулак. Кан. Сута пынă çынсене сĕтел çине чышкăпа çапса ятлать. N. Хайхи арслан тытăннă хăйне хăй пысăк чишкисемпе пеме, чĕрнисемпе тăпăлтарма. Кан. Çтена виттĕр чышкă кĕмĕллех шăтăксем янкăрах курăнаççĕ. С.-Устье. Санăн чышку минче кĕренке? Орау. Чышкине чăмăртаса пуç айне хунă, çыврать. Ск. и пред. чув. 31. Янтрак вĕсене, пăртакçă утсан, чышкипе çеç юнаса хăварчĕ. И. Тукт. „Ну, ну, ут малалла!“— чăртмаххăн аяккинчен чышкипеле тĕртрĕ конвоир Ульянана. || Удар кулаком побои. Орау. Хăна ху чышкă çыма ма каян унта? ГФФ. † Сик, сик, матка, çоммарах, чышкă çиякань эс анчах. Сядь поближе, жена, ведь только ты и получаешь (от меня) колотушки. || Дубина. Кан. Эс саппаслăха пĕр-пĕр чышкă хатĕрлесе илсе пыма ан ман вара! Каллех килсе мĕн тухсан кирлĕ пулĕ.

чик

совать, всовывать, сунуть; втыкать, вонзать всаживать. N. Хутаççа чик. N. Виç çĕр тенкĕ укçа чиксе кайрĕ. Салагаево. Пашалу çине тăвар, кăмрăк чикĕççĕ. N. Çынни пилĕк çĕр тенкĕ укçана илсе чикрĕ, тет те, юлташĕ патнелле уттара пачĕ, тет. Орау. Кĕпине чĕркуççи айне хĕстерет, çĕввине кĕпи çумне чиксе хурать те, унтан çĕлет. N. Ак эп сана тытса пуçна юр çине чикем. Орау. Кашни аллисене хурана чикеççĕ. Каждый сует в котел руки. N. Турчăка пур çинче алла вута чикмеççĕ. Коли есть кочерга, в огонь руки не сунешь. N. Алăк хушшине ална ан чик, теççĕ. Не суй руки между дверью и косяком. Пазух. 21. † Шур çăмартан çĕвви çук, йĕп чикме те вырăн çук. ТХКА 126. Сарă мăйăр, хĕвелçавнăш кĕсе кĕсе туллиех хĕрсемпеле каччăсем чике-чике тултарнă. Ядр. † Пирĕн ялăн хĕрĕ тесен пар лашуна кӳлсех тух, икçĕр тенкĕ чикех тух, ху тиек пек пулса тух. Çутт. 20. Тĕм кутне пуçа чиксе выртрăм. Кан. Е шетникрен тӳрех аллипе чиксе куçне çăваççĕ. N. Тата эпĕ кунта картăчкă ӳкернĕччĕ те, чиксе çуресе варланса пĕтрĕ. || Вложить. N. Пиçмо янă чух пиçмо çине пĕр кăранташ чиксе яр. || Укунуть. Истор. Вилнĕ çынсенĕн чĕрисене кăларса илсе шыв çине чикнĕ. || Уткнуть. ФН. Пуçне (лицо) çытар çине чикрĕ (уткнул). )| Подоткнуть. Орау. Утиал хĕрне ман аялла чик-ха (подоткии под меня одеяло). || Изамб. Т. Ăна аялти (кто внизу) улăм чиксе парат. ТХКА З6. Çăмахне шăрпăкпа чике чике çирĕмĕр, питĕ тутлă пулчĕ. || Сплести пальцы. N. Аллисене пурнисене хире хирĕç чикнĕ те пырать. || Кодоть. N. Йĕплĕ хулă чикет. Шиповник колется. N. Ĕç хытă та, çавах та чикмест, теççĕ. Работа жестка, но все-таки не колется. Ск. и пред. чув. 112. Йĕп чиксе те куç курмасть. Хоть иголкой (глаз) выколи — ничего не видно. Ал. цв. 6. Унăн тавра куçран чиксен те нимĕн те курăнмасть. Тогаево. Çĕрле полсан шуйтан çурисем темиçен анчĕç, тет те, çак каскана Иван тесе атă пăрисемпе чикме пуçларĕç, тет, чиксен чиксен вара охса карĕç, тет. (Из сказки). Букв. 1908. Чĕрĕпĕн йĕпписем чикнĕ (кололи). Якейк. Çак аякра тем чике-чике каять (что-то колет). N. Пире пĕр эрне хушшинче каçантан икĕ рас чиксе эмел ячĕç. || Приколывать. Кан. Вилнĕ Уçтини кăкăрĕ çумне пулавккăпа икĕ паккет чиксе лартнă. || Зарезать. БАБ. Пĕрне пĕри çĕçĕпе чикес пек тăраççĕ. || Закопать. || Хоронить. Чăвашсем 30. Ун пеккисене чикекен вырăн урăх тĕле тунă. Шурăм-п. Пĕлтĕр унăн матки вилчĕ те, чирĕк картине чикрĕç. Чăв. й. пур. 26°. Якку каланă: кунта мана пĕтеретрем, чикетрем, тенĕ. || Наклонять, опускать (голову, глаза). А.-п. й. 61. Пуçне чикнĕ те, çакăнтах шăнса вилмелле пулать пуль ĕнтĕ, тесе шухăшласа ларнă. N. Пуçне чиксе ларакан пиçнĕ çырла мар-ши çав. ЧС. Пиччесем, инкесем аран пуçĕсене чиксе иртеççĕ. N. Хăлхана ман енелле чиксе, манăн юлашкинчен йăлăннине илтсем. N. Хăраса пĕр сăмах чĕнмесĕр пуçне çĕрелле чиксе тăнă. N. Çынтан ыйтсан, е вăл туса парсан (çырса парсан), вара санăн унта нумайччен чăтса пуçна чиксе пурăнас пулать. Ал. цв. 12. Хуçа пуçне çĕрелле лаш чикнĕ те, шухăшла пуçланă. Образцы 2. † Çук çын хĕрĕ тиейсе пуçра чиксе ан тăрăр. Калашн. 7. Тĕксĕм куçĕсене çĕре чикнĕ вăл. Опустил он в землю очи темные. || N. Анчах çав япаласем çинчен пурне те тĕрĕс, нимĕн хушмасăр, нимĕн чикмесĕр çырас пулать. || Приобретать, наживать. N. Манăн пурăнмалăх пур-ха, укçалла выляса чикрĕм. || Присваивать. Кан. Хăй копператтив пуçлăхĕ пулсан та, укçасем чиксе улталама пăрахмасть. || Повредить кому, поставив его в невыгодное положение. N. Вĕсем пирĕн çынсен айван ăсне-йăвашлăхне курса май килнĕ чух чикме те ӳркенмеççĕ. И Прогулять. N. Тумтирсене сутрăмăр ытлашкине, укçине майрасем патне чикрĕмĕр. || Взять во что. ЧС. Шывĕ çăвара чикме çук, тăварлă. || Девать, прятать, спрятать, упрятать. N. Ăçта чикрĕн эсĕ ăна? N. Чухăн çын хăвăртрах тупăк хуппине витет те, пăтапах çапса лартать, унтан масар çине йăтса кайса, çĕрех алтса чикет. Дик. леб 44. Вăл хăйĕн аллисене чĕрçитти айне чикнĕ. Руки свои Элиза спрятала под передник. N. Алă хуçăлсан алсашне чик, пуç çурăлсан çĕлĕкшне чик, теççĕ. Будет сломлена рука в варежку спрячь, будет раскроена голова в шапку спрячь. N. Унăн ниçта пуçне чикме те вырăн пулман. || Положить. А.-п. й. 76. Нушана пăлтăралла сĕтĕрсе тухрĕç те, пысăк арчана тĕркелесе чикрĕç, унтан пысăк çăрапа питĕрсе илчĕç. Вытащили нужду в севи, положили в сундук, закрыли и заперли. Ск. и пред. чув. 112. Хĕвне çăкăр чикрĕ те... || Удержать в памяти. КС. Ăша чик. || Вкладывать (в голову), принимать к сведению, постигать. N. Кил хуçийĕн халапне пуçа чиксех (очень внимательно) итлеççĕ.

чиккеле

учащ. ф. от гл. чик. N. Ăстарикки çĕçĕ илсе тухрĕ, тет те, вăкăра пусма хăтланса йĕри-тавра хырăмĕсенчен чиккелесе пĕтерчĕ, тет (истыкал все брюхо). Якейк. Куçра темĕскер чиккелет (что-то колет). В. Байгул. Çĕр çурăлчĕ, йĕп тухрĕ, ура тупанне чиккелерĕ.

чикен курăкĕ

герань, журавельник (растение). Н. Карм. Чикен курăкĕ (йĕплĕ). Якейк. Чикен корĕк. Пухтел. Чикен курăк, назв. травы, которая употреблялась от колотья. Тăххăрлă-саккăрлă сунă. Сред. Юм. Чикен корăк, растение, употреблялось при колотье в животе. Орл., Д. С. Серг. № 50. Чикен курĕк (Geranium). Чикенпе аптăракансем çак курăка вĕретсе ĕçнĕ. Ст. Чек. Чикен курăкĕ; ăша хытă кĕрсен çавна вĕретсе ĕçнĕ. || Рак. Чикен курăкĕ, синеголовник плоский (Eryngium planumт). Чикен чиксен саккăрлă-тăххăрлă сунă, çапла каланă: „Пĕр чикен сăвап, ик чикен сăвап, виç чикен сăвап, тăват чикен сăвап, пилĕк чикен сăвап, улт чикен сăвап, çич чикен сăвап, сакăр чикен сăвап, тăхăр чикен сăвап, тăхăрăшĕ тăхăр çĕре саланса кайтăр. Пĕр чикен сăвап, виç чикен сăвап, пилĕк чикен сăвап, çич чикен сăвап, çиччĕш çич çĕре саланса кайтăр. Пĕр чикен сăвап, виç чикен сăвап, пилĕк чикен сăвап, пилĕкĕш пилĕк çĕрелле саланса кайтăр. Пĕр чикен сăвап, виç чикен сăвап, виççĕш виç çĕрелле саланса кайтăр. Пĕр чикен сăвап, пĕртте ан пултăр. Ху усална ху илсе кай, хăй ыррине хăнех парса хăвар. Тух, усал, тьфу, тьфу, тьфу (виççĕ сурнă). Ырă пӳлĕх, тăлппӳне сыв усра“. Когда считали, то тыкали травою (чикен курăкĕ) болящее место. Кайсар. Чикен курăкне шăмшак чиккеленĕрен вĕретсе ĕçне. Шывĕпе аякка çунă.

чикки-прикки

слова одной загадки. Т. II. Загадки. Шурă мур килнĕ те, чикки-приккине йăтса кайнă; чамачисем илтнĕ те, хуçине каланă; хуçисем шурă мура хăваласа çитсе вĕлернĕ, чикки-приккине илсе таврăннă. (Кашкăр, сурăх, йытăсем, çын).

чул хăма

аспидная доска. Кн. для чт. 18. Кĕркурие кĕнеке, тетрач, чул хăма илсе паракан та пулман.

чуман

чоман, ленивый (о лошади). Н. Карм. Чуман лаша. Б. Олг. Чоман ут, ай-ай пушă пит çĕклет, чоман. СПВВ. ТМ. Кӳлсен пыман лашана чуман лаша теççĕ. Якейк. Чуман лаша, ленивая лошадь, без кнута на такой лошади нельзя никуда выехать. Ск. и пред. чув. 112. Турткалаймасть, тухатмăш, чуман лаша пек чупать. || Мешкотный, вялый. Пшкрт., Тюрл. N. Чуман = мĕшĕлти. N. Чуман = лӳппер. || Нечто вроде салазок для возки мякины (арпа). Ст. Чек. СПВВ. Чуман – вроде салазок из лубков. Ib. Шăвăç чуманпа илсе кайăп (обнадеживают детей). Шел. 41. Чуман сĕтĕрнĕ пекех çын вилли сĕтĕреççĕ. К. Розанова. Чуман – род саней. Ст. Араслан. Атьăр пирĕнпе туя касси камантипе, ут утланан, сăмсапа сывлан, кутпа тĕртен, хырăмпа шăван. Вати-хĕти туяпа, куçĕ куран, хăлхи илтен уксах-чăлах чуманпа. Paas. 188. Чуман = чуман. || Короб. Ильк. N. Чуман, сплетенный из ивовых прутьев кузов небольших саней, употреблялся для возки навоза, доставки с гумна во двор мякины для скота и пр. (Повидимому, слово чуман восходит к форме чулман, чалман, что у скотоводческих турецких народов, напр. у карачайцев, туркмен, означает овец с молодыми ягнятами). Чеменево Б. Чуман, хăваран авса тунă çуна. Çав çунапа навус, арпа, тата ытти япала та турттараççĕ. Çак çатан вырăнне тата шăвăçран (из белой жести) çапса тăваççĕ. Унпа та çавăн пекех турттараççĕ. Ăна шăвăç чуман теççĕ. Вăл çуна пысăках мар. Унăн хыçĕ çуни пуçĕнчен çӳлĕрех. || СПВВ. ФН. Чуман çине лашасене пăтратсан сапса паракан çăнăха хураççĕ.

шăвăç чуманпа кай

поехать на санках шăвăç чуман. N. Известно употребление этого выражения в следующих случаях: когда отец или вообще старший в семье собирается куда-нибудь ехать, ребенок донимает, чтобы его тоже взяли. Тогда уезжающий, чтобы успокоить ребенка, говорит: сана шăвăç чупанпа илсе кайăп. Ребенок, удовлетворенный этим ответом, в надежде, что его действительно повезут, говорит: эпĕр шăвăç чуманпа каятпăр.

чун

чон, душа. К.-Кушки. Чĕнтерлĕ кĕпер айĕнче шăнкăлтатат кăвакалăн чĕпписем, кăвакалăн чĕппи мар-тăр вăл, пирĕн пек мĕскĕн ачасен чунĕ-тĕр. И. Тукт. † И, çилсем вĕрет, вичкĕн çил вĕрет, вăйлă çăмăрсем капланса килет. Ултавах тĕнчи, йăвăр самани пирĕн чунсене тыткăна илет. (Ĕлĕкхи юрă). Образцы 48. † Çак тăвансем патне килсессĕн, килмессерен чунăм савăнать. Ib. 48. † Хампа пĕрле тăрса юрлакана çур чунăма çурса парăттăм. Пазух. 28. † Сăрисем те пыл пек, хуçи чун пек, мĕншĕн тăван тесе калас мар. Образцы 13. † Пăхсан ĕçĕм юлать-çке, пăхмасан чун чăтаймасть-çке. Ib. 5. † Мĕншĕн вăйя тухмастăр чунăрсене йăпатма. N. Сасси те çав шăнкра пек каччă чунне çемçетет. Ск. и пред. чув. 37. Çутăлать Мăн-шыв, чуна хăпартать. N. Çамрăк чунăм çĕкленет. Капк. Кинĕ каланă ăшă сăмахсене илтсен, карчăк чунĕ тин лăш карĕ. Ст. Шаймурз. Çак шухăш аса килсен, вара чун питĕ хурланатчĕ, питĕ пăшăрханатчĕ. N. Чун хĕпĕртенипе ниçта та кайса кĕрейместĕп. Арçури. Чон шикленет, ăш вăркать. Çĕнтерчĕ 18. Ан калаçтар, анне-е-е! Чун тарăхать. N. Чун вирелле тăрат саççим çавсемпе айкашсан. Пухтел. Чунĕ пӳлĕнет (у человека умирающего, если кто-нибудь громко заплачет). Н. Карм. Пире хаяр сунакан çынсем, çипрен çинче чунĕ татăлтăр. N. Чун татăлас пек уласа макăр. Пшкрт. Чонă татăлтăрай. (Ругань). В. Олг. Торă татса кайтăр сан чонна. (Сидьная ругань). N. Пĕр-ик-виç кунтан ача чунĕ, чĕкеç пулса, ашшĕ пӳрчĕ тăррине тăрса юрлат. (Из сказки). Дик. леб 52. Чăн аслă пиччĕшĕ каланă: çапла çав, вăл айăпсăр чун! тенĕ. Ib. 50. Тимĕр решеткелĕ чӳрече тулашĕнче çирĕх-тăрри (юрлакан кайăк) ларнă, вăл та хăйĕн савăнтаракан юррипе унăн чунне пусарнă. А дрозд, сидевший за решетчатым окном, утешал ее своей веселой песенкой. Букв. 1900. Ӳчĕ пур та, чунĕ çук. (Çурта). Зап. ВНО. Чунĕ пур, юнĕ çук. (Тараккан). N. Чун пулсан чул хушшинче те усрăпăр. Ст. Шаймурз. Çын урлă сăмах илтсен, çулçă пек çамрăк чуна питрех хĕн. КВИ. Çамрăк чун та пĕчĕк чун, чунĕ ытла çемçе çав. Ентĕрел. Хальхи ачасен, хăйсем çураличчен, чунĕсем çуралнă. (Говорят старики, дивясь детям, напр., тому, что они катаются на коньках, которых чуваши прежде не видали). Тайба Т. Тăвансем аякра, чун çывăхра, килсе кураймастпăр çеçен хир урлă. Орау. Çăмăлланасси пит хăрушă.— Чунтан чун уйăрлать те, хăрушă пулмасăр. Якейк. Çын пăсăлсан поканя, е чостаран çын кĕлетки туса, салакайăк çăмарти илсе, пĕр-пĕр çĕре кайса пăрахнă чох: чон вырăнне чон паратăп, кĕлетке вырăнне кĕлетке паратăп,— тенĕ ĕлĕк тĕттĕм чăвашсем. Питушк. Пит лайăх лашасам, чон тăма çĕр çук. Изамб. Т. Епле унăн чунĕ чăтат-ши? (без работы). N. Çывăхра персен так чон топаннех сиксе анать. || КС. Чуну пур-и? Жив ли? || Жизнь. N. Чĕкеçĕсем чие хушшинче, çуначĕсем пĕлĕт хушшинче; сан чунупа ман чунăм ылтăн ука хушшинче (наша жизнь течет радостно). Якейк. Чол-холара чол хаклă, кăçалхи çола çитрĕм те, чол хаклă мар, чон хаклă. (Солд п.). N. Сан чунупа, тăван, ман чунăм тĕнче çине тухнă хĕвел пек. || Существование. N. Апат начарланчĕ, но чон осрама (поддерживать существование) полать, терĕ. || Человек. N. Этем чунĕ вали нихăçан та çурхи пек савăнăç çук. Собр. Мачча пĕрени шартлатсан, чун катăлать, теççĕ. (Поверье). Орау. Пирĕн кĕçĕр пĕр чун хутшăнчĕ. Мĕн ача тата? – Ывăл. СПВВ. Киле чун хутшăнсан... (В Сред. Юм., напр., если возьмут в дом сноху или если родится ребенок). Дик. леб 41. Вăл çурта акăшсене пĕр çын чунĕ те илсе кĕме юраман. || Душа населения, едок. N. Арçын чунĕ, мужчина (как одна душа населения), хĕрарăм чунĕ, женская душа (когда считают по душам). КС. Эсир пире çĕрсене чунтан мĕн тивнине улпучĕсене те пур хура туналлă халăхсене тан туса уйăрса парăр, тенĕ. || Живое существо. СТИК. Ку та вĕт чун! (Питĕ начар, нишлĕ путексене шеллесе калаççĕ). Ib. Пĕр чунтан икĕ чун пулчĕ. (Сурăх пăруласан калаççĕ). Ст. Шаймурз. Кунта мĕн тума килтĕм? (пришла я?). Пĕр чун та çук. Стюх. Ай-хай-ах-та, манăн тантăшăм, санпала манăн сăмах килĕшет. Ĕлĕкрен пĕрле пурăнса, пĕр чун пулса, санпала пĕрле ӳснĕрен. С. Тим. Атте, савнă чуну пулăттăм, ăшăнта мĕн пуррине пĕлĕттĕм. Ау 2°. Хулара пĕр чун та çук, тет. Сред. Юм. Мĕн тума кайрăм эп онта, исмалин пĕр чон та çок-çке ĕнтĕ (ни души нет). N. Тыр вырнă чухне ял хушшинче пĕр чĕрĕ чун та çук. N. † Ларсамăр вырăнăра, тытăр куркăра, эпĕр тайăлса тăрар сирĕн умăрта; эпир тайăлнă чух ĕçмесессĕн, турă хурланă чун пулăпăр, эпир тайăлнă чух ĕçсессĕн, турă савса çуратни пулăпăр. N. Эпир, мĕскĕн чунсем, çынсем пек çӳреймерĕмĕр. Юрк. Унтан ĕлĕктерех тепĕрне çураçма тусаттăм, вăл тата, ырă чун, ĕлĕк хăй савнипе сăмах пĕтернĕ пирки пыма тумарĕ. Орау. Чунтан пĕр курка ĕçмелле. Каждый должен выпить по ковшу. Ала 86. Ах, ву парасси парать те, анчах унăн хĕрĕ чун нумай илет, тата тепĕр пилĕк юпа анчах юлнă, çав юпасем çине сирĕн пуçăрсене касса хурĕ вăл, терĕ тет, карчăк. || Животное (скотина, птицы). НТЧ. Аслă кĕлĕ, аслă ырă, çак сан ятна илнĕ (купленных) чунсене (животных) юратса паратпăр, юратса ил. (Моленье киремети). Г. А. Отрыв. Тĕрлĕ выльăх чунне пусаç. Колют разных животных (на моленьи). Ал. цв. З4. Вăл чăтлăха пĕр кайăк чунĕ те вĕçсе кĕрсе курман. || Дыхание, дух. ЧС. Ун патĕнчен иртсе çӳренĕ чуне чуна хытарса сехĕрленсе аран иртсе каяттăм. N. Чунна ан çăт. || Сердце, настроенне. N. Манăн сăмахăма итлесе кĕнекемсене эпĕ ыйтнă çĕре яракан çынсене пурне те ăшă чунтан тав тăватăп. Çĕнтерчĕ 12. Хыпар илтсен чун тапать. В. Тим. Эсир те саватăр, те савмастăр, савнă пек туйăнать чунсене. N. Ан тухăр, хĕрсем, тумланса, ай люльи, йĕкĕт чунне çунтарса. Чебокс. Манăн питĕ чунтан юратакан Александра ятлă йăмăк пурччĕ. Я. Турх. Чунтан юратнă манăн савнă ырă çыннăм. ЧП. Чунран савнă тăван. N. Пĕтĕм чунтан юрат. N. Манăн чон сан çинче тăрать (я тебя обожаю). Бгтр. Ку кайнă чох, хваттер хоçин ачи, онпа пĕрле пырасшăн, чонтанах макрать, тет. Пазух. 12. † Кунтан вăйă иртсессĕн, арăмсенĕн чун кантăр. Калашн. 6. Анчах халĕ, арăмĕ мăшкăл курса чунĕ витнĕскер, вăл кĕрлесе тăракан тинĕс пек. Курм. Чонсем-варсем варлă хĕр, епле чонпа выртать-ши, чонсем-варсем варлă хĕр, епле чонпа тăрать-ши? Якейк. † Уя тохсан чон уçăлать, киле кĕрсен чон тăвăрланать (становится тяжело на душе). N. Çулла тулалла (вăрманалла, хирелле) чун туртать. N. Чон тарăхать. Досада берет. || Мысль. N. Чунна аскăн хĕрарăмсем хыççăн ан яр. N. Эпир халĕ тин чунпа пурăнма пуçлакан халăх вĕт. N. Ман хăлхамри кĕмĕл алка çутти ӳкет пит çине; çиекен çынсем тек çиччĕр, пирĕн чунсем аякра. || Милый сердцу. Çатра Марка. Ах тăвансам чонсам, тантăшсам. К.-Кушки. Ĕçсем куркусене пыл тесе, ыткаласа илсемĕр чун тесе. С. Дув. Ĕçкĕ ĕçер, тăван, пĕрле пурăнар чун тесе. Юрк. Савнă чунпа ĕмĕр иртерсен çамрăк чĕре çăвĕ ирĕлмес-çке. Каша. Вуниккĕн явса пĕтменне кил, савнă чун, явар-и? N. Хуйхăр сан та ан йĕр, чун, сан пурнасси малалла! N. Аннем, юратнă чунăм, пĕлсем хĕрхенме. Хĕр йĕрри. Утмăл хăма тăрăшне утса тухса пулмарĕ, çитмĕл хăма тăрăшне çитсе курса пулмарĕ, чунăм савман ачаран пуçма хăтарса пулмарĕ. ЧП. Ай-хай тăванĕсем ай чунĕсем. || Полтава 70. Уй-хир тулли пур халăх чунтан ячĕ ахлатса! Ib. 72. Халь пуç каснă вырăна чунтан чупса пыраççĕ. Сред. Юм. Çын вĕлернĕ тенине илтсен ман чôн сӳлетсе кайрĕ. СПВВ. ИФ. Чун сӳ тăват: пит хăранипе ăшăра темскерле сиввĕн туйăнса каят, çӳлтен ярăнса аннă чух, е таханка сикнĕ чух чи малтан хăнăхаччен сӳлелле аялалла аннă чух сӳ тăват, теççĕ. Букв. 1886. Манăн тнн чун кĕчĕ (= тин лăплантăм). || СТИК. Пысăк çăпан чуна кайса тивсе ыратат. (Выраженне сильной боли). Сред. Юм. Ах тôр, чонах кайса тиврĕ. (Говорят, когда нечаянно задели чем-нибудь чирий, я когда он очень болит). || N. Молкач ашне çиме манăн чон çĕкленмест. || Ст. Шаймурз. Чун тус чуна илет, тет. (Послов.). Пазух. 87. † Уяр çул çăмăр çусассăн, пĕтĕм тĕнче хĕпĕртет. Савнисем, сире курсассăн, чунпа чĕре хĕпĕртет. Истор. Хуйхă куракан çынсем чунĕсене пусарма пынă. N. Чун систернипе. Лашм. Çеçен хир варрине тухрăм хĕвел ăшăне, лартăм йывăç сулхăнне, çулçисем пĕр ешĕл, ан пăрах, тăванçăм, чун çамрăк. N. Çынсем уласа макăрни çын чĕрине çурас пек чуна тăвăлтарать. N. Чунĕсем хавшаса çитнĕ. Полтава 12. Чунтан-вартан куллянса. Юрк. Пĕрне-пĕри чунтан чуна юратса тăранаймаççĕ.

чун ил

замучить. Трхбл. Вĕсене чăвашла вĕрентсе чунĕсене илмелле (надо учить во всю). Васильев. Вĕсем пĕтĕм таврана саланса çынсене ыраттарса чон илсе порăна пуçланă.

чунăм

моя душа. Капк. Чунăм ура тупаннех çитрĕ. У меня душа ушла в пятки. Симб. Итлемĕттĕм сирĕн сăмахра, чунăм чухлĕ хуратăп кăмăлăра. Сала 239°. Пĕçĕкеççĕ йĕс сунтăхра чунăм пур, курайман тăшмантан хуйхăм пур. N. Хут вĕреннĕ чухне эпĕ санпала йӳçлĕ-тутлă пулни те пулĕ, эсĕ мана каçар. Чунăмсем пурне вĕçĕнче анчах тăраççĕ пирĕн. Альш. Ку юрăсене эп юрламăттăм, чунăм чухлĕ шанатăп кăмăлра. Яргуньк. Чăмăртак пак чуннăм пур, чулпа персен вилес çук, виличчен сăрма ларас çук. || Яргуньк. Кĕрессĕм килет, кĕрессĕм килет, кĕрен лаша енелле чунăм туртать. N. Манăн сана хирĕç тавăрса каламасăр чунăм чăтмасть. Абыз. Çыяссăм килет, çыяссăм килет, сысна яшки енелле чунăм туртать. Н. Кунаш. Ĕçессĕм килет, çиессĕм килет, симĕс пичке еннелле чунăм туртат-çке. || Çентерчĕ 12. Хамăр пата кĕресрен чунăм юлмарĕ. Сред. Юм. Ах тор, паçăр хăранипе чонăм йолмарĕ. (Гов., если человек очень испугался). N. Кӳме çинче кĕлетки, ларкăç çинче купарчи, ай-ай чунăм ут çинче, куçăм-пуçăм хĕр çинче. || Милый. Савнă чунăм (к жене), милая. В письме: савнă чунăмсем, ылттăм улмасем, мои милые. ЧП. Эпĕ, чунăм, сана юрататăп. N. Эх чунăм! Курмана ним те мар та, куракана тур анчах çăлтăрччĕ. С. Айб. Аттем чунăм илсе кайрĕ те, приюм умне тăратрĕ. Ау 10. Лешĕ кĕчĕ тет те, мĕншĕн йĕрен, чунăм, ылтăнăм, тесе каларĕ, тет. Юрк. Эй чунăм, савнă тусăм. N. Эй мăнтарăн чунăмсем.

чун-вар

сердце, душа, все сердце, вся душа. Янтик. Ан кай, тантăш, кил калаçар чунти-варти сăмаха. N. Аçуна чунăнтан-варăнтан хисепле. Янтик. Пирĕн ялти чăвашсем чунтан-вартан юрлани, халаплани. Дик. леб З6. Вĕсем сана чунтан-вартан юратнă тăванусем пăтне хăçан та пулсан илсе кайĕç-кайĕçех. Когда-нибудь вы отнесете меня к моим милым братьям. ГФФ. † Юлташ тени мĕн тени? Чонтан-вартан йоратни. Что такое трварищ? Это тот, кого любишь от всего сердца.

чун пăтти

у язычников чуваш назв. кушанья по душе вновь умершего. N. Чун пăттине ак епле пĕçеретчĕç: малтан чашкă çине шыв çине мĕн çăнăхĕ те пулсан ярса лăкатчĕç те, унтан çатма çине хурса вут çинче тытса вĕрететчĕç. Вара çав мимĕре чун пăттипе вилнĕ çынна чăн малтан хыватчĕç. Хывма чашкă çине хывмасчĕç. Тупăк тунă чух чăн малтан пулнă турпаса илсе кĕретчĕç те, çав турпас çине хыватчĕç те, тупăк тунă çĕре илсе тухса ытти турпассем çине пăрахатчĕç. Мимĕрне тăварсăр, çусăр пĕçеретчĕç. Вилĕ йăли. Çуса пĕтерсен чун пăтти пĕçерме тытăнатчĕç арăмсем.

чуп ту

целовать, целоваться. N. Чуп ту, атте! Ск. и пред. чув. З0. Чуп тăвăпăр. Ib. З0. Тăванпа тăван чуп тумасассăн, паянхи куна епле ирттерес. Ал. цв. 13. Кĕçĕн хĕрĕ хĕрлĕ чечеке ирĕксĕр илнĕ пекех илсе, ашшĕ аллисене чуп-тăва чуп-тăва, вĕри куççулĕпе йĕрет. Дик. леб 37. Унтан чупса пынă та, пурне те ятран чĕнсе, ытала ытала чуп-тунă. И. Тукт. Ульяна хăйĕн савнийĕн юнланса пĕтнĕ çӳçĕсене ик аллипе те шăла-шăла якатрĕ те, ăна сивĕнсе кайнă тутинчен чуп туса илчĕ. Ib. Ан ӳпкелеш, тусăм... Чĕрĕ чух ман сана чуп тума хăюлăх çитмерĕ, а халĕ, хăюлăх çитнĕ чух, сана манран ĕмĕрлĕхех уйăрчĕç. N. Чуп туса пĕтер, зацеловать. Зап. ВНО. Пĕчĕкĕçĕ кинĕм пур, килен-каян чуп тăвать. (Алăк хăлăпĕ). Имен. Онпа чуп тума лайăх поль, шăлĕсем çокă. Ау 2. Унтан ашшĕ-амăшĕсемпе чуп туса тухса кайрĕç, тет. N. Пĕре ытамласа илсе виçĕ хут чуп тăвăттăм. Капк. Иккĕшĕ хуть те чуп туса каçарччăр. ТХКА 125. Купарчипе маччана çитсе лексе чуп тăвать. Н. Лебеж. Чипер, чипер инкесен чуп тăва тăрас йăла пур. || Прикладываться к иконе.

чух

чох, пора, время. Конст. чăв. Вара эпĕ: ĕнтĕ кăнтăрла çитет пулĕ, мана ăсатăр, пăрахут çине çиткелесе лараччен чух пулĕ, терĕм. Курм. Атьăр киле, ачасам, киле кайма чох полнă, хĕрсем кĕтсе тăраççĕ полĕ. Б. Хирлепы. Атьăр киле, ачасем, киле кайма чух вăхăт. Бур. Ĕнтĕ ир те пулат, каç та пулат, пире киле кайма чух пулат. Сред. Юм. Сана кайма та чох çиç (пора идти). || ЧС. Ун пек чух нимĕн туни те малалла каймасть. Ib. Çилĕ тата çавнашкал чух таçтан тухат-и тен, улăмпа витнĕ çурт тăррисене çавăрать анчах. Б. Олг. Су пол-ха тепре кориччен. Ста тата тепĕр чох корăпăр çапла, корăпăр. || Впору, как раз. N. Ку пиншак мана чухах. Этот пиджак мне впору. N. Ку мана чу-хах. N. Чох ларать темпир (впору, плотно). Сĕт-к. Ку сăхман мана чохах йорать. Орау. Пăх-ха, ку сăхман мана чухахç? Яжутк. Сăхманне тăхăнса пăхрĕ тет те, чухах пулнă, тет. Регули 1919. Чохах полчĕ сана (чох сана), чох килчĕ. Тайба Т. Кăçал хĕрсем вак кăна, пире выляма чух кăна. ГФФ. † Чух сарлака чĕн пиççи çинçе пилке чох полчĕ. || Во время, как раз. Янтик. Ирхипе тухса кайрăмăр та, чох çитрĕмĕр (= вăхăтлă). || Как раз. КС. Эсĕ Ыраша нумай пулать терĕн, мĕн нумаййи, чух анчах (только хватило). || Точь-в-точь. Изамб. Т. Кĕнеке арчана чухах кĕрсе выртăрĕ. Регули 1314. Ман сăмахпа чох тунă. Ib. 1277. Чох шотлă çӳрерĕмĕр. || Едва, чуть-чуть, кое-как, с трудом. N. Чух йăтса килтĕм. С трудом притащил. N. Салтак хутаçне чух йăтса пĕр çын патне пырса, хăна килĕ ыйтрĕ, тет. Paas. Чух-чух çӳрет (едва). N. Япаласем, çĕклемеллисем питĕ нумай, чух çĕклесе пыратпăр. N. Чох сӳсмен çĕклекенни. N. Чух тарса хăтăлтăмăр. Чув. календ. 1911. Шкулта кĕнекесем сахал пулаççĕ, вăл кĕнекесем ачасене те чух çитеççĕ. || Полный. Çутт. 55. Кĕрет те, арăмпе пĕр карçын чух çăмарта йăтса тухать. || Так! N. Чух кирлĕ сана! Так тебе и надо! Ст. Чек. Ку япала сана чух (гов., напр., избитому). КС. Чухах-ха ăна! Так ему и надо! Орау. Чухах-ха ăна, тек куштанланса çуреччĕ-ха (придирался. Гов. после того, как побили кого-нибудь или что-нибудь потерпел озорник, заслуживший наказание). Ib. Паян Яшка Елекçине хĕненĕ, тит, пасарта.– Чух кирлĕ, çавна шыраса çӳренĕ вăл. Ст. Чек. Ку эсĕр хĕнени ăна чух-ха. Так его и надо. Ib. Сана ку чух-ха! Так тебе и надо. N. Тăшмана çак чух, терĕм. || Посредственный, посредственно. N. Сан ачасем епле вĕренеççĕ? — Чух мар-и. В. Олг. Пĕр чох касат (коса). N. Учĕсем чухрах, çулсем хура. ЧП. Арăм пулсан чух кирлĕ. || Средний, средне. Шибач. Тырă-полă чох полчĕ – ни осал мар, ни лайăх мар. N. Чох вăтам хресчен, средняк. Васильев. Чăххи кĕмĕл сăхсассăн, чăх тытса кĕрекен хôрĕн опăшки питĕ пуян полать, теç, тырă сăхсан — чôх пôрнакан полать, кăмрăк сăхсан – пит чохăн çын полать, теç. СПВВ. Ни ватă мар, ни яшă мар, чи чух! Юрк. Вĕсем пит лутрах та пулман, чух кăна çынсем пулнă. Пролей-Каша. Чух çын, человек умеренного, не очень высокого роста. N. Чух лайăххи тури урам, чăн лайăххи сăрт касси. || Умеренный, умеренно. ХЛБ. Ыраша-и, урпана-и чух акас тетĕн пулсассăн, пĕр ана çине вăрлăхĕ сакăр пăталкка анчах кирлĕ. N. Пирĕн тантăш пит чипер, пирĕн йысна чух чипер. || Количество, мера. N. Нумай чух, много раз. || Достаточно. Юрк. Пӳлĕмĕм икĕ çынна пурăнма пит те чух, пысăк. || Немного. Орау. Чух пирĕн ĕнерен çӳлĕрех те ĕни, çапах та хаклă ĕнтĕ, алă тенкĕ тăмасть. N. Чух çĕрпӳрен иртсессĕн, Йĕпреç вăрманĕ патне çитсессĕн, çамрăк шулĕк калать ваттине. N. Унтан анне мана япаласем парса, ачашласа чух чарчĕ. Имень-к. † Саттин саппан чух кĕске, чух кĕске те, вăхăтлă. || Плохой, плохо. Сĕт-к. Ĕлĕк Ваçок калатчĕ: сарă вăрăм хĕрсене сарай кашти твас, титчĕ; халĕ хуне чох килчĕ, сарай кашти тăвĕ-ши, ыталаса çӳрĕ-ши? N. Хирти акăш çуначĕ чăпар пулĕ пуласси; мана çырнă çын ачи чухрах пулĕ пуласси. Алик. Эй чух акисам, пирĕн куçран ма пăхас, çӳлте çăлтăр курман-и? Тораево. Ĕлĕк Иван калатчĕ: хура вăрăм хĕрсене хуран хăлăп тăвас тетчĕ, ех пулчи чух пулчи. || Смирно, кротко. Якейк. Ай кин Мари пор, чох çӳрени (вести себя как люди) килĕшет. || Когда, пока, раз. N. Эп сухал хырнă чох эсĕ вырт. Артюшк. Тупăннă чух илсе таврăнас, тет. Раз нашлась, так ее взять надо. Регули 121. Вăл килес чох эп килте çок полăп. Ib. 174. Эпĕр килнĕ чох çиçĕм çиçрĕ. Такмак 1. Çитмĕл çухрăм çеçен хир урлă килнĕ чух куртăмăр эпир çил çунатлă урхамах. N. Çĕрелле те çӳлелле куçĕ пăхать утнă чух. N. Урампала пынă чух çĕр чĕтренет лайăххăн. Образцы 19. † Вăрман витĕр тухнă чух çĕмĕрт çинче пирĕн куç, урам витĕр тухнă чух хĕрсем çинче пирĕн куç. Калашн. 8. Хĕпĕртеççĕ çăлтăрсем уйăх тухнă чух, çутăра выляма лайăх тесе. Когда всходит месяц – звезды радуются, что светлей им гулять по поднебесью. Ib. 6. Çил-тăвăл çук чух тинĕс лăпкă тăрать, унăн кĕленче пек кăкăрĕ хускалмасть те. Бес. чув. 7. Пушăрах чух, чĕри ыратнăрах чух вăл вĕрентекентен тата кайкаласа ыйтнă, вĕрентекен кала-кала панă. Янш.-Норв. Пирĕн килте тепри пур чух вăйçăран ирттерет. Регули 291. Ĕç çок чох чĕнмерĕ, ĕç пор чох халь чĕнет. Ib. 292. Эп килте çок чох никама та кӳртмĕç. || В то время, когда. Регули 60. Тумалла чох (чохне) нимĕскер те каламарĕ. Ib. 250. Эпĕр ĕçлемен чох, çын нумай килет. Ib. 61. Çав вăхăтран çӳремелле чох пилĕк хут кайрăм эп онта. Ib. 278. Эп сумар чох вăл коленех килетчĕ. Ib. 283. Эп сумар мар чох онта кайса. Ib. 252. Эп пурмисра мар чох порте ман пата килетчĕç. А.-п. й. 73. Çынсем ĕçнĕ чух пирĕн те ĕçес килет,– тет Ваçлей. Когда люди пьют, нам тоже не мешало бы попраздновать. || Вместо того, чтобы... Четырлы. Çапла ĕнтĕ патшалăха тырă хăйсем сутса пульсă твас чух патшалăхран хăйсем ытаççĕ. || Во время. N. Эх, аван-çке ача чух. Образцы 41. † Атте-анне чĕрки çинче кĕçĕн чух таптанă йĕрсем пур. Регули 1186. Çимĕк чох килĕр; монкон чох кайрĕ. Абаш. Алтаккин чох килсе карĕ (корнăччĕ, встретил, килнĕччĕ). Регули 882. Эп килтĕм çакна тунă чох. Ib. 176. Ĕçленĕ чох ку томтир лайăх. || Букв. 1886. Выльăхсене пăхнă чух пăхатпăр, пăхман чух ахалех çӳреççĕ. || Чураль-к. Пирĕн ял ачи мулатси, шыв тĕпĕнчен чух илет. || Наобум.

чӳк

чӧк, жертва, жертвоприношение у язычников чуваш. Хорачка. Чӧк, жертва. Хурамал. Эпĕ малтан çав тĕрлĕ асапланнă чух, мĕн тĕрлĕ чук тутармарăм пулĕ, манран ялти чӳк мар, хамăр Белебей уесĕнчи пур чӳк те, вăрманти пĕр тунката тĕпĕ те юлмарĕ пулĕ. Эпĕ така пусса, хур пусса мар, кăрккапа, куянпа таранччен чӳк тутартăм, мана вĕсем пĕри те усă кӳмерĕç. N. Вăл ват юман тăррисенчен пĕтĕмпех ĕлĕк чӳк тунă чухнехи шăмăсене çакса тултарнă. Менча Ч. Тата чӳк тунă кун пĕр-пĕр çын япала илме пырсассăн, вăл япала илсе каят пулсассăн, унтан хăйĕнчен те пĕр-пĕр япалине: алсине, е пиçиххине, е тутрине, е чĕр çиттине, е саррине илсе юлатчĕç. Япала илсе каймасассăн, хăйĕнчен те илсе юлмасчĕç. Вĕсем япалапа пĕрле ăрăскал тивлет каят, тетчĕç. Ib. Чăвашсем çу каçиччен темиçе тĕслĕ чӳк тунă. Тырă-пулăпа, хур-кăвакалпа, пăт-юсманпа, выльăх-чĕрлĕхпе, лашапа, ĕнепе, вăкăрпа, такапа чӳк тунă. ДФФ. Чӳк. В нашем семействе обязанности жреца исполнял отец, а в отсутствие его отправляла эту обязанность мать, впрочем, в том лишь случае, когда совершалось моление бескровное, т. е. моление кашей, лепешкой, юсманом и т. под.; при этом она надевала на голову мужскую шапку. Моление происходило всегда в избе. N. Тата çав ирхинех чӳк ĕречĕпех вăкăр пусатчĕç. N. Чӳке çарамас чӳклеме юрамасть, тетчĕç. Ск. и пред. чув. З8. Чӳк чуклени те сиртен пытанман. Чăвашсем 13. Çырлах, тунă чӳкĕм-кĕллĕм вырăнлă пултăр. КАЯ. Хăшĕ-хăшĕ чӳк хыççăн (после моленья) киле кайма лайăх мар тесе, киреметсене кайса укçа пăрахса кĕлтусан тин тавăрнатчĕç. || Назв. духа. М. Сунчел. Вăкăр çине пусас уммĕн кăна чӳк илет-и, тесе шыв яратчĕç, шыв ярсан вăкăр чĕтресен, ăна учук илет теççĕ, ăна пусатчĕç вара. Т. VI. Пилĕк юсман ывăл-хĕр чукĕ. Азбаба. Айван кĕлĕме, чук, хапăл ил, усал-тĕселтен эсĕ сыхласа эсĕ сир, чӳк, çырлах. (Из моленья). N. Чӳке асăннă япала. С. Тим. Чӳк, çырлах, хăвăн ырă кĕллĕне хăвах хапăл ил. (Из моленья). Сиктер. Выльăхăм-чĕрлĕхĕмпе шыв амăшĕ чӳк çырлах. N. Чӳк, çырлах, килĕшпе, ачам-пăчампа, выльăхăм-чĕрлĕхĕмпе асăнатăп, витĕнетĕп, чӳк, çырлах. (Из моленья). || Жертвенные яства у язычников чуваш. Янш.-Норв. Чук (жертвенные животные) пиçсе аначчен, ялти çынсем уй чӳкне кайма, кашни килте пашалусем пĕçернĕ. N. Хĕрт-сурт пăттине чӳк илсе килмен çынна çиме юраман. Н. Шинкус. Унтан вара ялтан пĕр-пĕр ватăрах старике чукне пĕçермешкĕн чĕнсе анатчĕç. Юрк. Йинке, хĕрне эсĕ памарăн, юрайĕ-ха хĕрĕ чӳк тума. Собр. Чӳкĕçемĕн тĕсĕ, теççĕ. (Послов.). В зависимости от жертвоприношения (закалывалась) та или иная порода животных. N. Çав мăн чӳк тенине тăхăр çул хушшинче тăватчĕç. Вăл мăн чук тенине тырă-пулă акса тăнăшăн тав туса, парне кӳретпĕр тетчĕç.

чӳкле

совершать чӳк, приносить в жертву. Т. VI. 31. Тата икĕ хăпартува турă амăшне чӳклерĕç. Изванк. Унтан вара юсмансене чӳклеме тытăнчĕç. N. Чи ырă, чи хаклă тирсене юмăçсем халăха кĕлеткесене чӳклеме хушнă. С. Тим. Пурне те хатĕрлесе çитерсен чӳклеме тытăнатчĕç. Чи малтан сăрине чӳклетчĕç, унтан пăттине. НТЧ. Вĕсем çĕнĕ тырра-пулла чӳклемесессĕн перекечĕ çук, тетчĕç. Собр. Юмăç пăхтарса килсессĕн, киремете пăтăпа, юсманма чӳклетчĕç. Ib. Часавай патне çитсе, кулач илсе чӳклесен, пĕр татăк киремете çитĕр тесе пăрахатчĕç.

чӳклеме пăтти

назв. кушанья, которое готовили к обряду „Чӳклеме“. Орау. Уйри тырра пуçтарса авăн илсе кĕлете пуçтарса кӳртсен, тыр киветме пăт чӳклесе çинĕ, çавна чӳклеме пăтти тенĕ.

чӳклеттер

понуд, ф. от гл. чӳкле. Ст. Шаймурз. Пăтти пиçсен çерем çине антарса лартатчĕç те пĕр старике илсе килсе чӳклеттеретчĕç.

-чĕ

ччĕ, частица, присоединяемая к глаголам для образования формы желательности или для смягчения приказания: килинччĕ, килтĕрччĕ, килччĕ, ан çиленччĕ, ярсамăрччĕ, килесчĕ, килсенччĕ. Оп. ис. й. II. Пĕр сăмах та пулин калинччĕ! О если бы он сказал хоть одно слово! Ib. Ава кунта яр-ха: манăн арăм куçсăр аптăрарĕ – тӳрлĕтинччĕ, тенĕ. Пошли его сюда: моя жена больна глазами, пусть бы он ее вылечил. Ib. Манăн укçа çук; укçа пулинччĕ!.. У меня нет денег; кабы были деньги!.. Ib. Эх, атте килнĕ пулинччĕ! Ах, если бы отец уже пришел! Ib. Ах тур-тур! ах тур-тур! Мĕскер чиксе каям-ши? Пăхăр укçа чикем-ши те, шăнкăрт-шăнкăрт! теминччĕ те, унтан намăс пулминччĕ! Ах, боже мой, боже мой! Чего же мне с собою взять? Взять медных денег? – как бы онн не стали звякать, и как бы потом не пришлось краснеть от стыда! Ib. Матьтюк аппа аннене: “Укçишĕн тарам, сип пултăрччĕ-ха“,— терĕ. Тетка Метрена сказала моей матери: „О деньгах нечего беспокоиться, была бы вот польза (облегчение)“. Ib. Вăл ман кĕнекесене илсе ан кайтăрччĕ. Как бы он не увез моих книг! Ib. Пурăнсан-пурăнсан, тилĕ каланă тăрнана: „Эсĕ ман валли çиме тупса илсе килччĕ; манăн çиес килет“,— тенĕ. Через некоторое время лисица сказала журавлю: „Будь добр, найди и принеси мне пиши, мне хочется есть“ Ib. Аккам, ĕне пăрулама выртнă, кĕвелĕх парса ярччĕ мана. Сестрица! у меня корова собирается телиться,— дай мне, пожалуйста, закваски (для квашенья молока). Ib. Эсĕ уншăн ан çиленччĕ мана. Ты за это на меня, пожалуйста, не сердись! Ib. Айăп ан тăвăрсамччĕ эсир пире, тайăла пуçăмăр сирĕн умра. Пожалуйста, извините нас — наша поклонная голова перед вами.

хăшкăлтар

понуд. ф. отгл. хăшкăл; заставить устать; мучить; устать, изнемогать, утомиться. КС. Мана паян чуптарса хăшкăлтарчĕ вăл. Вĕлле хурчĕ 27. Тата вĕт кăткă та вĕллере йăва туса хăшкăлтарать. Ib. 13. Амăшсĕр нумай ларнă хуртсем ют амăшне йышăнмасăр питех хăшкăлтараççĕ. N. Вĕсене вăйсăрлатса хăшкăлтарать. N. Хăйне парăмлă çынсене ĕçлеттерсе хăшкăлтарать. Вĕсене пайтах хăшкăлтарса çӳретнĕ. || Надоедать. Тюрл. Хăшкăлтарас она (надоесть). Сред. Юм. Кô ачапчана килтен ан илсе тôхса хôр çав, киле каяс тесе чисти хăшкăлтарчĕ.

хĕвел пичĕ

солнцепёк. Пазух. Хĕвел питĕнчи курăка юр айĕнче куç курать. Изамб. Т. Ун пек сăрт çинче, хĕвел питĕнче курăксем шăтса туха пуçларĕç. Ала 59°. Кив кĕмĕлтен çĕрĕ те эп хывтартăм, хĕвел питне хурса та хăвартăм. Ск. и пред. чув. 29. Хĕвел питĕнче унта Шупуç ларать. Изамб. Т. Ĕнесем, лашасем, сурăхсем хĕвел питĕнче ăшăнса тăраççĕ. Туперккульос. 23. Тула илсе тухса, хĕвел пичĕ çине çакса ямалла. Баран. 95. Хура кăвак ту хыçĕнчен кăшт анчах хĕвел пичĕ куранчĕ.

хĕр

дочь. КВИ. Хăйĕн аслă хĕрĕнчен ашшĕ ыйтать: мĕн мăнтăр? На свете что всего жирней? — спросил однажды так отец у старшей дочери своей... Ib. Унтан кĕçĕн хĕрĕнчен ашшĕ ыйтать: мĕн мăнтăр? Затем спросил он: что жирней? — у младшей дочери своей. А.-п. й. 103. Чухăн хуйхăрса килне таврăнчĕ те хĕрне каласа пачĕ. Бедняк с горечью понес (кудель) домой и рассказал о своем горе дочери. ГФФ. Пире пуян çын хĕр памасть. Богатые люди не выдают за нас дочерей. N. Пуян хĕрĕ теейсе те, пуç ывăтса ан тăрăр; чухăн хĕрĕ теейсе те, пуçа усса ан тăрăр. N. Пирĕн атте хĕрĕ. Изамб. Т. Хальхисем (дети) виççĕш те хĕр. Ст. Чек. Хĕрме (= хĕрĕме) калап, кинĕм илт. (Послов.). Мусир. Пирĕн аттен пĕр хĕре Вĕренер кулли пулайчĕ. Городище. Санпа пĕр тăван хĕр миçен тата? А сколько у тебя сестер? Абыз. Манпа пĕр тăван пилĕк хĕрччĕ. К. Кушки. Пирĕн пилĕк хĕр, у наших родителей пять дочерей. Ib. Эпир çемьере пилĕк хĕр, нас в семье пять сестер. || Девица, девушка, девка. ГФФ. Коçăма ятăм хĕр çине те сар хĕрсене солляма. Я дал волю своим глазам выбирать красных девиц. N. Йăштин-яштин яш ачи, хĕрсем тавра коскалать. Высокий красивый парень вертится вокруг девушек. N. Хальхи те хĕрсем яш майлă. Нынешние девицы похожи на парней. N. Ĕнтĕ савни кĕтет, сарă хĕре кĕтсе илеймест. N. Вылямашкăн, кулмашкăн та кăвак куçлă хĕр чипер. Богдашк. И уччанна, уччана, юр çăват-çке пахчана; юр çунипе юр пĕтмест, хĕр кайнипе хĕр пĕтмест. Чертаг. Ентри пичи калатчĕ: сарă вăрăм хĕрсене сарай кашти тăвап, тетчĕ. ГФФ. Çакă та ялăн хĕрĕсем, çул юсама тухсамăр. Девушки этой деревни, выходите чинить дорогу. N. Пĕр Петĕре çитмест-çке те, çĕр çитмест мар, хĕр çитмест. Только одному Петру нехватает — не земли нехватает, а девушек нехватает. N. Çак ял хĕрсен ячĕ аслă. Велика слава у девушек этой деревни. N. Ай, ачи лайăхчĕ, хĕрсем патне каймаст-чĕ. Ах и хороший был парень (жених)! К девушкам, бывало, не ходит. N. Ял-ялĕнче яш малта, хамăр ялта хам малта, çакă ялта хĕр малта. В других деревнях на первом месте парни, в нашей деревне я сам на первом месте, а в этой деревне на первом месте девушки. Пазух. Çакă ялăн хĕрĕсем ялан шăлан чечек пек, ялан мăкăнь çеçки пек, йĕркипе ларнă чĕкеç пек, суса çакнă нухрат пек, йĕп куçĕнчи пурçăн пек, кача-пӳрне çĕрри пек. СТИК. Кĕрхи сăрара пирĕн пит хытă ĕçеççĕ. Ваттисем хăйсем хурăнташ-ăрусемпе ĕçкĕ тăваççĕ, çамрăксем (бивают и женатые молодые люди и замужние) хĕрсем кĕрхи сăра ларнă çĕрте ĕçеççĕ. Унта пĕр вăйçă пулат купăспа, ташлаççĕ, юрлаççĕ. Хĕрсен сăрине тунă çĕре кашни хĕр хăй килĕнчен салат и хăмла илсе пырат. Каччăсем вăл сăрана ĕçнĕшĕн укçа тӳлесе хăвараççĕ. Çавăнта ларнă хĕрсем вăл каç килĕсене таврăнмаççĕ, çавăнтах выртса çывăраççĕ. Якейк. Хĕрĕх тантăш хĕр тантăш, хĕрсе олах ларас чох хĕр тантăшран уйăрăлтăм. Чăв. юм. 24, 55. Хĕр пиррине хутаç çине чикет те пасара илсе каять. Юрк. Пире хĕртен арăм тумалли кирлĕ. Ib. Çирĕм çула çитсе хĕр пулса, ялăрта пур-и савакан? Торп-к. Юхин хĕр юхтарĕ, çеклеттер хĕр çаклатĕ. (Шыв юхни). Ала 65°. Ах, йыснаçăм Иван пур, хĕр Курмасăр ватăлнă. Ст. Чек. Хĕр йĕке урлă каçсан, упăшки кукша пулать, тет. Сред. Юм. Хĕр хôран хысми çисессĕн, качча кайнă чôх çăмăр пôлать, тет. (Народ. поговорка). Норус. Ати ани мăн ана (загон отца велик), хĕрсен çурли çук пулсан, унта аса килĕ-ха. (Туй юрри). Собр. Пушă хирте хĕрлĕ хĕр çӳрет. (уйăх). Шорк. Çамрăк хĕр — лет 14—18-ти; яш хĕр — лет 18—19-ти; пĕве çитнĕ хĕр — лет 17—18. ПУ. Çитĕннĕ хĕр, девушка. N. Тĕрлемес хĕрĕ, уроженка с. Тюрлемы (независимо от возраста и семейного состояния). N. Тепри — ватта юлнă хĕр. К.-Кушки. Миçе çул ман хĕрте лармалла-ши? Сколько лет быть мне в девушках. N. Хĕр чухнехи иртрĕ поль, сорхори тăвасси иртрĕ поль. (Хĕр йĕрри). Ядр. Сат картинче сар-кайăк, юрлăни те килĕшет хĕрĕн арăм полнă чох (хĕртен арăм полнă чох) макăрни те килĕшет. Нюш-к. Хĕр тупаччин хĕр тăв (хĕр çураçса тупса параччин хĕр тăв). ГФФ. Улаха та кĕтĕм те — хĕр сăмахĕ. Зашел (я) на посиденки — девичьи пересуды. || Невеста. Изамб. Т. Хĕр леçме (провожать невесту) хĕрсем каймаççĕ. N. Хĕр шыв тăкма кайни. СТИК. Вăл ĕнтĕ хĕр çулне çитнĕ: час качча парас тетпĕр. Козм. Хĕр парăп хĕл каçайми. (Шăпăр). Юрк. Авланма шухăш пур та, хĕр çук халĕ. ТХКА. Çынсем: хĕр тупса парас сана, теççĕ. N. Хĕрĕн тетĕшĕ туйра туй килнĕ чухне е кайнă чухне хĕрне хулпуççи çине хурса йăтса кӳртсе, йăтса тухса тăрантас çине лартат. Зап. ВНО. Каякан хĕртен шăпăр пытаннă. Сред. Юм. Хĕр полнă ĕнтĕ, тек выляса çиç çӳремелле мар. Невеста уже, нечего тут все играть. Пазух. Хĕр çӳретмелле выляс уммĕн юрлакан юрă. Çак юрра юрланă чух арçын ачасемпе хĕр ачасем уйрăм тăраççĕ: пĕр енне хĕр ачасем пулаççĕ. Пĕрисем юрланă чух тепĕрисем пăхса тăраççĕ. Пшкрт. Ĕçнĕ хĕр, невеста. || Назв. родства по мужу. Юрк. Родство: 1) сарă хĕр, 2) чипер хĕр, З) хĕрсем. Ib. Чипер хĕр, сарă хĕр, вăталăх хĕр, кĕçĕн хĕр. Якейк. Мăн хĕр, çамрăк хĕр. Альш. Хĕрсем, вăталăх хĕр, кĕçĕн хĕр, пĕчĕкçĕ хĕр, сарă хĕр, чипер хĕр, шурă хĕр. Ст. Чек. Вăталăх хĕр, кĕçĕн хĕр, пĕчĕкçĕ хĕр, шурă хĕр, сарă хĕр. N. Сестры старше мужа — аппа, аппай, акай, моложе — хĕрсем, чипер хĕр, сарă хĕр, кĕçĕн хĕр, пĕчĕк хĕр. Н. Карм. Упăшкинĕн йăмăкĕ: асли — хĕрсем, тепри — вăталăх хĕр, тата — чипер хĕр, сарă хĕр, кĕçĕн хĕр. || Назв. речки в б. Ядр. У. (о ней есть предание, иначе хĕр шывĕ.) КС.

хĕр-аки

назв. обряда. Юрк. Хĕр-аки; хĕрсем, халер ан пултăр тесе, ял тавра акаласа çаврăннă. Етрух. Ĕлĕкхи чăвашсем хĕр-аки туни. Ĕлĕк выльăх мурĕ те, çын мурĕ те час-часах пулнă, çав муртан хăтăлас тесе, чăвашсем час-часах ял тавра тимĕр карта çавăрас, тенĕ. Вăл тимĕр карта акă епле пулнă. Çитĕннĕ хĕрсем е авланман ачасем пĕр çĕре пухăнса шут тăвнă, унта пĕр ватă çын пулнă; вăл ватă çын акă çакă сăмахсене каланă: „Ачасем, кӳршĕ яла выльăх мурĕ килнĕ, ĕнесем питĕ вилеççĕ пирĕн, хĕр-аки тăвас пулать“, тенĕ. Вара ачасен ушкăнĕнчен пĕр-иккĕн урпа çăнăхпе кĕрпе, çăв пуçтарма каяççĕ килĕрен. Каçчен пуçтарса хураççĕ, уна пĕр киле пашалу пĕçерме параççĕ. Ытти ушкăнĕсем ака пуç илсе пус тулне тухаççĕ, хĕрĕсем пурте йӳле-пилĕкĕн, хура-пуçăн (= çара-пуçăн), çивĕчĕсене сĕвĕтнĕ (= сӳтнĕ), вара пус тулĕпе ял вĕçĕнчен ака-пуçĕпе ана пуçлаççĕ: аки-пуçне вăтăрăн та пулĕ тытнă, пĕр хĕрĕ ака пуç тытмине тытать. Пуçласан кам тĕлне çитнĕ, çавăн патне кăшăлтатса кĕнĕ те, кил хуçисене саламатпа питĕ хĕртсе хăварнă, е, ютă çын пулас пулсан, уна тепле анчах вĕлермен; унтан тухса каллех аки-пуçĕ патне пурте кайса, аки-пуçне тăратса тепĕр çын тĕлне çитсен, каллех çавăн пек уна кĕрсе шыраççĕ; тупсан, хĕртеççĕ, вучаххинче кăвар пулсан, шыв сапса çӳнтерсе хăвараççĕ; тупмасан, каллех аки-пуçи патне анма каяççĕ: çапла вара пус тулĕпе анса çавăрнаççĕ, пур киле те кĕре-кĕре хĕртеççĕ; унтан тара-тара нумайĕшĕ пытаннă; вара анса çитерсен, таса уя кайса вут хураççĕ, вутне спичкĕпе е кăвартан тивретмен, уна хăйăпа хăйă сĕрсе вут тивретнĕ те; унта пăттине пĕçереççĕ, пашалуне илсе пыраççĕ те пăттине çăв хурса çиеççĕ. Выльăх мурĕ пирĕн яла ан килсе кĕтĕр ĕнтĕ, ял тавра тимĕр карта çавăртăмăр ĕнтĕ, теççĕ. Вара вут хĕрĕнчен тул çутлаччен таврăнса, харпăр-хăй килне саланса пĕтеççĕ. Çапла чăвашсем ял тавра муртан хăраса тимĕр карта çавăрнă. Çакна тройски иртсен икĕ эрнерен е виçĕ эрнерен тунă. Сред. Юм. Кӳрĕш ялсенче çынсем, выльăхсем пит виле пуçласан, хĕрсем çара-пуçăн, йӳле-пилĕкĕн, алла пушă тытса, ял тавра ака пуçне хăйсем тôртса, хăйсем сôхаласа çавăрнаççĕ; сôхаланă çĕртен кама иртсе кайнине кôрнă, сôхалама пăрахсах хĕнеме каяççĕ, çапла тунине хĕр-аки теççĕ. См. Магн. М. 135.

хĕр-упраç

хĕр-опраç, хĕр-упăраç, взрослая девица, невеста. См. хĕр-ипăраç. N. Хĕр-опраç = хĕр-ипраç. Шорк. Хĕр-опраçне илсе парса çитереймĕн! Им (девкам) не накупишься! (Говорят старшие). Султангул. Хĕрлĕ-хĕрлĕ тупăлха, ту пуçĕнче пулат вăл; хĕр-упраçсен тирпейĕ, аçа-амаран килет вăл. Нюш-к. Чӳк пĕтсенех ачасем, хĕр-упăраç-мĕннипех пĕвене кĕрсе карĕç.

хĕр пултăр

свояченица, золовка, младшая сестра мужа. Синерь. Инкĕшĕн упăшкин йăмăкĕ хĕр-пултăр пулать. Н.-Шемяк. Хĕр-пултăрна та илсе пыр вара çула акатуй курма. (Хĕр-пултăр — младшая сестра мужа). Вомбу-к. Хĕр-пултăр — упăшкин йăмăкĕсем. ГФФ. Холпоççи шăмми ленчешки шыв кĕвенти çĕклийман, хĕр-полтăрне йорийман. Та, у которой слабы плечевые кости, не могла поднятъ коромысла с ведрами и не смогла угодить золовке.

хĕр пуçлат

подготовить невесту к плачу (причитаниям). Собр. Унтан вара кĕлетре хĕр пуçлатма тытăнаççĕ. Ăна ак çапла пуçлатаççĕ: пĕр-пĕр арăм-инкĕшĕ пулсан, инкĕшĕ-çĕлĕк илет те, хĕрне тăхăнтарать, хĕре çĕлĕкне илсе пăрахать, вăлсем çапла виçĕ хутчен тăваççĕ. Унтан хĕрне пĕркенчĕк пĕркентереççĕ, кĕлетрен тухса пӳрте каяççĕ.

хĕр-сăри

назв. обряда, девичий пир. Ст. Чек. Хĕр-сăри. Вăл Кĕрешченкере пулат. Сăрине хĕрсем хăйсем асапланса тунăран çапла калаççĕ. Хĕрсем, кам ларас тиекенĕ кашнийĕ, салат, çăнăх, хăмла, вутă илсе пыраççĕ пĕрин патне те, хăйсем сăра тăваççĕ. Вара Кĕрешченке кунĕ каçпа хĕр, сăри лараççĕ. Хĕр-сăри ларма пĕринчен пӳрт илеççĕ, аллă пус е пĕр тенкĕ парса. Хĕрсем пурте тĕпеле пуçтарăнаççĕ. Унта хăшĕ-хăшĕ каччăсем те пулаççĕ. Вăйçа купăс калама тытаççĕ. Ватти-вĕтти хĕр-сăри курма пырат. Каччăсем хĕр-сăри ларакан хĕрсене ташлатаççĕ. Курма пыракансем хăшĕ сĕтел хушшине сăра ĕçме лараççĕ. Сăрана пĕр-ик хĕр ĕçтереççĕ. Ĕçсе ларакансем хĕр-сăри ларакан хĕрсене ташлама хушаççĕ. Пĕр тăват-пилĕк курка ĕçтерсен, хĕрсем сĕтел хушшинчисене: „Ут пĕшкĕнет ешĕл курăкшăн, эп пуççапап кĕмел укçашăн“; е сĕтел хушшинче йĕкĕтсем пулсассăн: „Тăрантас та ларса авăнмасан, тăрантас та тесе ан калăр; пуççапса та укçа памасан, маттур йĕкĕт тесе ан калăр“. Йĕкĕтсем е салтак ачисем, сăра ĕçме ларсан, юрлаççĕ, хĕрсем те ун чухне юрлаççĕ. Сĕтел хушшинче лараканĕсем пĕр-икĕ пус парса сĕтел хушшинчен тухаççĕ. Параканĕ кĕмĕл те парат: вунă пус, вунпилĕк пус. Йĕкĕтсем те, ачасем те ташлаççĕ. Çур-çĕрте саланса пĕтсен, хĕрсем çывăраççĕ. Хĕр-сăри тепĕр кун апатчен лараççĕ. Хĕрсем вара пӳрте тасатса, укçисене пысăккисене пĕр пек, кĕçĕнреххисене каярах уйăрса, килĕсене каяççĕ. Бывает „кăкшăм сăри“, резница — кăкшим сăри ларнă чух хĕрсем сăрасене килтен исе пыраççĕ. Альш. Унтан хай хĕр-сăри хĕрĕсем тепĕр кунне ирех мĕн пур илемлĕ тумне тумланса хваттирне пуçтарăнаççĕ. Ib. Хĕр хĕр-сăри турăмăр, хĕрĕх чăхă пусрăмăр. Ib. Тепĕрне (другую) тата хĕрсем хĕр-сăрн пуçлăхĕ тăваççĕ. Юрк. Хĕр-сăри ташлакан, тапăрах та сикĕрех. Ib. Халĕ тил çĕлĕкне туйра анчах тăхăнаççĕ, хĕрсем хĕр-сăрире. Алших. Тыр вырайман хĕрсене хĕр-сарине кам ярат. Ib. Атте салат пачĕ те, хĕр-сăрисем лартăмăр. С. Дув. Ай-хай хавас хĕр-сăри! Çулне иккĕ пулинччĕ. Ах, какое веселье этот девичий пир! Хорошо бы быть ему два раза в год. См. Магн. М. 235, Золотн. 227, Разгов. С. Мих. 15. || Назв. свадебного обычая. Янгорас. Качча кайнă хĕр пĕр-ик-виç кунран çĕнĕ хурăнташĕсемпе пĕрле ашшĕсем патне сăрапа килет. Çавна пирĕн: хĕр-сăри килчĕ, теççĕ.

хĕр-çуммăн

при невесте; находящиеся при невесте. Ашшĕ-амăшĕ. Кĕркури пурăнакан ялти çынсем туйсем тума тытăннă. Лисахвие хурăнташĕсем хĕр-çуммăн ларма чĕне пуçланă. Юрк. Туйра хĕр-çуммăн лармалли хĕрсем, девушки, которые должны быть на свадьбе при невесте. N. Хĕрне, кĕрӳ туйĕ хĕр ашшĕ килне пырса кĕриччен, ашшĕ килĕнчен пуç сырмалла çĕре, хĕр-çуммăн пыракан хĕр-арăм патне илсе каяççĕ. N. Хĕр-çуммăн хĕрĕсем — туй илемĕсем (хĕрĕ енчен).

хĕрлĕ ути

назв. красильного растения. Рак., Кайсар. № 52. См. куркути. Зап. ВНО. Хĕрлĕ ути, трава, корень которой бывает красный и служит для краски. Н. Якушк. Хĕрлĕ ути — растение, корень идет в краску. N. Хĕрлĕ ути; марена. КС. Хĕрл(ĕ) ути; ăна çип пĕçернĕ çĕре яраççĕ (çемçетме). Курм. Хĕр хопламăш хĕрлĕ ути, ут хопламăш ухрути. Тюрл. Хĕрлĕ ути — тымар, шор чечеклĕ, ăна хĕр-арăмсем кăлараççĕ, краскă тăваççĕ. Хурамал. Хĕрлĕ ути, подмаренник. Ун тымарне илсе вĕретеççĕ те çип пĕвеççĕ. Орау. Хĕрлĕ ути; из него добывали краску для тканей. С. Тим. Эй, хĕрлĕ ути, хĕрлĕ ути! Хĕрĕ пур та, каччи çук.

хĕрри

край. См. хĕр, хĕрĕ. N. Сĕтел хĕрри, край стола. НР. Шор хĕррипа отмашкăн... Чтобы ходить по краю болотца... Хурамал. Аслă çулсем хĕрри çырлаллă, çиессӳ килсен татса çи. По краям большой дороги много ягод, если захочешь поесть их, то сорви и ешь. Ib. Аслă çул хĕрринче сар пушăтлăх, çул çыннисем пĕлĕç хисепне. На краю большой дороги — желтые молодые липы, идущие будут знать им счет. N. Çаран хĕрринче çĕр-çырли, пĕр çупкамĕ пĕр ывăç. Ачач. 59. Ашшĕ пĕр-хĕрринче хар-р-р! хар-р-р! харлаттарса çывăрать. Ib. 50. Тимуш чей чашкине, хĕррисенчен ик алăпа та пит асăрхаса тытса, тути патнелле илсе пычĕ. N. Çак Тип-касăн хĕрринерех пĕр пĕчĕк латакайрах, вăтам пӳрт пур. А.-п. й. 31. Çул хĕрринче пĕр армак-чармак йăвăç ларнă. N. Ку хĕрринчи, тот, который (сидит, стонт) с этого края. N. Уй-хирсем тăрăх сасăллă суха: „Хĕррине те ну, ну! “ — илтĕнет пĕрмай. Янгорч. Суха тунă чух лашана: хĕррипе! тесе кăçкăрса пыраççĕ. Янтик. Ушкăн кăна ушкăн тупăлха, чăн хĕррипе эпир касрамăр. Ст. Шаймурз. Аслă çул хĕррисем пылчăклă. Альш. Кайăк юпа тăррине пырса ларат, юпа хĕррине лараймас вăл. || Опушка (леса). Оп. ис. ч. Н. Вăрман хĕррине çитсен, çынни: вăсси! вăсси! — тесе кăшкăрса ячĕ, тет. Когда они подошли к опушке леса, человек закричал: „Взы! взы“! || Берег. Бес. чув. З. Тутар ачисем çав çырман çӳлĕ хĕрринче, хăшĕ çара уран, хăшĕ çăпата сырса, хăшĕ кĕпепе кăна кăшкăрса, выляса, чупса çӳренĕ. ГФФ. Тем чол шыв хĕррипе отсан та, эпир шыва каяс çок. Сколько бы по бережку не ходили, в воду мы не упадем. Истор. Хĕвелтухăç йĕнчи çĕрсене Атăл хĕрри таранчченех туртса илнĕ. ЧП. Шурă Атăл хĕрри. Ст. Шаймурз. Тинĕс çинче пит вăйлă çил тухат, вара пичĕкене çыран хĕррине илсе юхтарса тухат. Орау. Шыв хĕррипе карĕ (если берег обрывистый, то: çыран хĕррипе карĕ), пошел вдоль берега. N. Хĕррисем (у реки Булы) кăш тĕлте тарăн, кăш тĕлте сăрт. || Употребляется в качестве послелога. А.-п. й. 16. Пĕр вар хĕрринчен куна хирĕç тем пысăкĕш кăвак кашкăр сиксе тухрĕ. N. Картасем хĕрринче (под заборами) выртса çӳрекенскер. || N. Каç пулсан, вăрçă хĕррине ĕçлеме каяттăмч.

хĕрт-сурт

хĕрт-сорт, назв. духа. Моркар. Праздник в честь „Хĕрт-сорт“. У язычников чуваш между другими божествами было божество, наблюдаюшее за домом, которое чуваши называлн „хĕрт-сорт“, что соответствовало русскому „домовой“. „Хĕрт-сорт“, по верованию чуваш, жил в избе на печи. В честь „хĕрт-сорт“ в году раз чуваши делали праздник, о котором я здесь и хочу рассказать. Этот празник делали в ноябре или позже, смотря по удобству. Сваривши полный котел полбенной каши, накладывали часть каши в деревянное блюдо и, сделав ложкой в середине блюда с кашей лунку, клали туда скоромного масла. Потом, обернув блюдо кругом белым чистым полотенцем, ставили на стул перед столом. После этого бралн лепешку, нарочно испеченную для этого случая, одна половина которой была разрисована ложкой, другая гладкая, и, отломив разрисованную половину, клали на стул около блюда с кашей, а другую половину ва стол для еды. Сделав это, накладывали из котла половину оставшейся каши в блюдо и ставили на стол. Потом все вставали на ноги и стояли лицом к растворенной двери. Старик, хозяин дома, брал шапку под мышку и с хлебом в руках, говорил: „Хĕрт-сорт, молимся тебе и приносим пищу, прими ты нашу молитву с благоволением. Храни нас в весь дом ваш от всякого зла, мы молимся тебе, помилуй нас“. После этой молигвы все садились за стол обедать. После обеда блюдо со стула с лепешкой ставили на печь и вокруг блюда ставили ложки, упирая на край блюда. Все это до следующего утра оставалось на печи, а утром кашу согревали и ели с лепешкой. Кроме этого „хĕрт-сорту“ всегда кидали на печь по три маленьких кусочка от каждой приносимой в дом гостинца, только после такого обряда ели гостинцы. При несоблюдении этих обрядов и почттаний „хĕрт-сорт“ сердился на жителей дома и пугал их по ночам. М. Сунч. Чăвашсем: хĕр-суртсăр кил пулмаст, теççĕ. Хĕрт-сурт пулмасан телей те пулмаст, тет. Хĕрт-сурт вăрçа тавраша юратмаст, тет. Хĕрт-сурта пилĕк çулта пĕрре чӳклеççĕ: вара вăл çынна çав каç анчах курăнат, тет. Хĕрт-сурта çур-çĕр тĕлĕнче пăтă пĕçерсе çапла каласа чӳклеççĕ: „Е пĕсмĕлле хĕрт-сурт сана асăвса чӳклетпĕр; кил-йыша çăмăллăхне пар, çукне пур ту. Килтен çиленсе пăрахса ан кай, мĕн панине ил, чӳк, çырлах, амин“. Çапла чӳклесе пĕтерсен, кăмака çине хĕрт-сурт валли кашăкпа пăта ăсса ывăтаççĕ те, вара хăйсем çиеççĕ. Вара çав каç хĕрт-сурт кăмака çинче кĕнчеле арласа ларат, тет. Вăл хăй шур тумтирлĕ, вăрăм çӳçлĕ, тимĕр шăллă, тет. Ир енелле хĕрт-сурт арланине, кĕнчелине хăех илсе каят, тет те, ăçта та пулсан пытарса, вурса, каллех кăмака çине килсе ларат, тет. Ĕçке-çике кайса ӳсрĕлсе килсен, çапла калаççĕ вара: „Тавсе, хĕрт-сурт, ĕçсе ӳсрĕлсе килтĕм, ан çиленех“, теççĕ. Ют ялтан кучченеç парса ярсан, чăн малтан хĕрт-сурт валли кăмака çине хурса ывăтаççĕ. Хĕрт-сурта авал пит хисеплесе пурăннă. Собр. Кирек кам килĕшĕнче те хĕрт-сурт пур, теççĕ. Хĕрт-сурт кăмака хыçĕнче пулсан, килте пурăнас килет, теççĕ; çавăнпа кучченеç илсе килсен, ăна малтан парахса параççĕ. Хĕрт-сурт уйра пулсан, уйра пурăнас килет, теççĕ; çавăнпа тыр вырса тавăрăннă чух, пĕр çурлине тыр кутнех пăрахса хăвараççĕ, унпа хĕрт-сурт вырат, теççĕ. N. Хĕрт-сурт ĕмĕрех кăмака умĕнче пурăнат, тет. Кăçта хĕрт-сурт пур, вăл килте питĕ лайăх, тет. Пурнăç та малалла каят, тет. Килĕшчиккинче вăрçă таврашĕ тухмаст, тет. Пăртак макар-мăкăр тусанах, тарат, тет. Çав хĕрт-сурт писсессĕн вара пурнăç пĕре те малалла каймаст, тет. Хĕрт-сурт ан сивĕнтĕр тесен, кашни ютран кученеç килмессайран пӳртĕн тăват кĕтессине кученеç татса пăрахмалла, тет, тата пăтă пĕçерсе йĕри-тавра кашăк хурса кăмака çине лартмалла, тет, вара хĕрт-сурт иленет, тет. Хĕрт-сурт вăл хăш-пĕр килте кăмака умĕнче ватă карчăк пулса кĕнчеле авăрласа ларат, тет. Çавăн чухне анчах кураççĕ, тет, ăна. N. Ĕне картинче хĕрт-сорт пурăнать, теççĕ. Кăмака çинче хĕрт-сорт амăшĕ пурнать, теççĕ. N. Сурхури çите пуçласассăн, пăтă пĕçĕрсе чăкăтпа картара хĕрт-сорта чӳклеççĕ. Хĕрт-сорта чӳклесессĕн выльăх хунаса каять, теççĕ. N. Хĕрт-сурт арласан кайран алă ĕçĕ ӳсĕнет, теççĕ. N. Кăнчала арланă вăхăтра, как çăвăрма выртнă чух, кăнчалаççия пĕрене çумнелле сĕвентерсе тăратсассăа, хĕрт-сурт арлать, теççĕ. Бгтр. Пĕр хĕр каçпа тола тохнă, тет. Тохна чох, кăмака çинче темскер шорăскер порччĕ, тет, кĕнĕ чох тимĕр йĕкепе пăтьăр! пăтьăрI тутарса кăнчала арласа ларать, тет. Ку хĕр часрах вырăн çине хăпарчĕ, тет те, пĕркенсе выртасшăнччĕ, тет. Çавăн чохне. Хĕрт-сорт йĕкипе вăрăн! тутарчĕ, тет. Йĕки хĕре сорамĕнех (= çурăмнех) тиврĕ, тет те, хĕр макарсах ячĕ, тет. ДФФ. Пирĕн анне ĕçкерен тавăрăнсан, пӳрте кĕрсенех: „Хĕрт сурт, тавăссе, ачам-пăчам, тавăссе!“ тесе чĕнетчĕ. ЧС. Хĕрт-сурт писнĕ, тет, çавна кӳртетпĕр. См. сĕрен. Янтик. Килте-çуртра хĕрт-сурт çук. (Так говорят, когда нет порядка в доме). N. Хĕрт-сурт вăл почти кашни çуртра пулат, теççĕ. Хĕрт-сурт пăттине чӳк илсе килмен çынна çиме юрамаст, теççĕ. Хĕрт-сурт вăл хĕр-арăм, теççĕ, вăл шап-шарă кĕпепе, сурпанпа кăнчала арлат, теççĕ. Хĕрт-сурт кăнчала арлани курăнсан, çурт малалла каят, теççĕ. Ала 66°. Унтан вара картишне тухаççĕ. Картишĕнче туй халăхĕсем çапла юрлаççĕ: „И тав яшкăра çăкăра, и тав ĕçкĕре-çикĕре, эпир те ĕçнĕ-çинĕ вырăнне сĕт кӳлĕ пулса юлтăр-и, эпир те пуснă вырăна хĕрт-сурт та пусса юлтăр-и. С. Алг. Çĕнĕ пӳрт тусан, çын вилсен, çемье чаксан е ӳссен каланă: „Ей турă, лайăх ыр хĕрт-суртăмпала пурăнмалла пултăр, çырлах, амин“. КАЯ. Эй, хĕрт-сурт ашшĕ амăшĕ, сире хĕрт-сурт урлă кĕл тăватпăр. Кăмака çинчи хĕрт-сурт çак ачана чĕртсе çӳремелле тусам. (Из моленья). Б. Олг. Авал той тунă, он чуне каланă: хĕрт-сорт, эс те çырлах, тенĕ. N. Урăх пăта кирлĕ мар ăна, вир пăтти анчах. Пăтă пĕçерсе антарсан, ăна кăмака умĕнче чӳклеççĕ, ак çапла чӳклеççĕ: е, пĕсмĕлле тăватăп, пуççапатăп, çырлах, ырă хĕртĕм суртăм, вырăнлă пул, киле чипер пăхса сыхласа усра, вырăнтан куçса ан çӳре, вырăнла пул, çырлах, сыхла, усра, тесе... Вăл хĕрт-сурт паттине никама та ютсене çитермеççĕ. Вăл хĕрт суртран та пит хăраççĕ. Бугульм. Эпир ларнă вырăна хĕрт-сурт ларса юлтăр-и; эпир пуснă вырăна тивлет пусса юлтăр и... (Благодарственная песня за угощенье). Изван. Çак кинĕн хĕрт-сурчĕ çак киле-çурта килсе вырăн йышăнтăр. (Моленье в „Çĕн çын яшки“). Н. Седяк. Хĕрт-сурт- — вăл çуртри суя турă, покровитель всего дома. Чӳк тунă чух ăна асăнса кăмака çамкине çурта çутаççĕ. Унтан ĕçеççĕ. Хăнаран таврăнсан: „Тавăсе, хĕрт-сурт“, теççĕ. Чуратч. Ц. Пӳртре хĕрт-сурт пурăнать. Пӳрт ашчиккине лайăх усратăр тесе, чăвашсем ăна пăтă чӳклеççĕ. Вĕсем хĕрт-сурта, кăнтарла çынсенчен хăраса пăтă çиме пымасть, теççĕ. Çавăнпа, каç пулсан, пĕр чашăк çине антарса сĕтел çине лартса, унта ярчченех хăвараççĕ. Вара хĕрт-сурт çĕрле пăтă çисе каять, тет. Разум. Хĕрт-сорт — камака хуçи. Кучченеçпе килсен первайхи турамне параççĕ уна. Тав тăваççĕ. Кашнă çын кучченеçпе килсен, ăна первайхи татăкне параççĕ; ун чухне çапла калаççĕ: „Кучченеç килех тăтăр, эпир çиех тăрар“. Çулă пăтă туса, уна кăмака çине параççĕ. Сред. Юм. Хĕрт-сорт тарнă. (Говорят, если в доме нет порядка: не убрано, не поправлено, не чисто и вообше во всем видна оплошность). Ib. Витере танă лаша çилхи моталанса пĕтсен: хĕрт-сорт çивĕтленĕ, теççĕ. Янтик. Ман килте хĕрт-сурт лайăх пурнать пулмалла, выльăхсем пурте тĕрĕс, аван пурнаççĕ. НТЧ. Юсманепе пашалуне вунă-вунпилĕк кашăк хураççĕ, вара хăйсем çывăрма выртаççĕ. Вĕсем хĕрт-сурт хăй йышĕпе çĕрле тăрса çиет, теççĕ. Вăл çĕр вĕсем нăмай лармаççĕ. N. Вара хĕр амăшĕ кучченеçе тата кашни кĕтесе пăрахать: „Хĕрт-сурта, илемне кӳртсе тăракан турра!“ тет. N. Татах салам парат (молодушка) хĕрт-сурта, хăрах урипе чĕркуççипе лара-лара виç хутчен. См. Магн. М. 95, 96, 167.

хĕсерех

экономнее. N. Вара упăшки те, килтине аса илсе, укçана хĕсерех тытĕччĕ.

хĕсĕн

жаться, прижаться. Хĕн-хур. Ăна (ее) вĕсем хăйсен пĕчĕкçĕ ачисемпе выляса, чупса çӳреме те, ашшĕпе амăшне аса илсе пӳрт кĕтессине хĕсĕнсе тăра-тăра йĕме те чарман. N. Çапах та пĕр-пĕр çĕре пырса хĕсĕнмелле пулать-çке. Толст. Хĕсĕнсе выртнă (собака). N. Алăк патне хĕсĕнсе тăчĕ (прижался). Янтик. Мĕн хĕсĕнсе тăран эс алăк çумие. || Застрять. А.-п. й. 47. Кашкăр та, ăна курса, юплĕ юман урлă сикрĕ те, анчах ывăннипе юман хушшине хĕсĕнсе ларчĕ: ни малалла, ни каялла, тарăхнипе улать кăна. Волк тоже прыгнул за ней, но застрял между дубами и завыл от досады. Ib. 56. Йăви (колобок) пĕр юплĕ йăвăç урлă вăшт сиксе каçса кайрĕ. Кашкăрĕ, пысăк пирки, йăвăç хушшинех хĕсĕнсе юлчĕ. || Быть придавлену, прижату. Н. Карм. Орау. Халăх хушшинче хĕснипе икĕ çын хĕсĕнсе вилнĕ. В давке погибло два человека. N. Чĕтренĕ вăхăтра, çĕр çурăлса уçăлса хупăннă чухне çĕр çурăкне пĕр çын пилĕк таран хĕсĕнсе юлнă, тет. Дик. леб 34. Çӳлĕ йывăçсем, çтанари пĕренесем пек, пĕрин çумĕнче пĕри хĕсĕнсе ларнă. Высокие деревья стояли плотными рядами, точно бревенчатые стены. || В перен. смысле. N. Çавăнпа епле те пулсан, пурин çинчен хĕсĕне-хĕсĕне пулин те çырас пулать. || Оскудевать. N. Тĕнче хĕсĕнсе ларчĕ. Все в мире оскудело, иссякло. || Уменьшаться, сокращаться. N. Çĕр хĕсĕнсе пырать (стесняется).

шакăртаттар

понуд. ф, от шакăртат; производить стук, стучать. Выçăхакансем 26. Вĕсем кашăксемпе епле шакăртаттарни хăлхана йĕкĕлтет. Ib. 11. Таканлă атăсемпе шакăртаттарса, пирĕн патра виçĕ салтак-милитсионер кĕчĕ. Çутт. 68. Çул çинче сасартăк урапа шакăртаттарни илтĕнчĕ. Йӳç. такăнт. 19. Куньккипе шакăртаттарса алăк патнелле утать. Орау. Алăка такăш шакăртаттарать. N. Шăтăк умĕнче ун чухне те çак çăл шакăртаттарса тăп тăррăн юхса выртатчĕ. Ib. Лаша пăхсене кил-картинче кĕреплепеле шакăртаттарса пуçтарнă пек. N. Вара эпир урапа çине лартăмăр та, киле шакăртаттарса таврăнтăмăр хĕрсĕрех. Сред. Юм. Шакăртаттараканни тесе ял хоралçисен шакăртаттарса çӳрекеннине калаççĕ. Орау. Шакăртаттарать (стучит, караульщик). БАБ. Алăкĕсене пырса шакăртаттаратчĕç, тет (стучали палками или задвижками). КÇ. Эпĕ патакпа ракатка (изгородь) патаккисене тăршшипех шакăртаттарса тухрĕм. Чебокс. Атьĕр чарапа хупласа çиелтен шакăртаттарар, терĕç (мертвого петуха). N. Качака урайне шакăртаттарчĕ (унăн пăхĕ шакăртатса ӳкет). || Орау. Кĕçĕр çанталăкки шакăртаттарса (крепко) шăнтса лартнă. || Орау. Салтак ачисене кăçал шакăртаттарчĕç анчах (перебрали всех), пирĕн ялтанах вунсакăр ача карĕ, пĕр пăсăк ача тухмарĕ — йĕркипе илсе пычĕç. || Переносно — говорить, беседовать. Орау. Пăх-халь, вырăспа чăвашла шакăртаттарса калаçса ларать. Ib. Икĕ карчăк пĕр чашăк сăра лартнă та икĕшин хушшине, шакăртаттарса калаçса лараççĕ.

шакăрчăкла

назв. игры в камешки. См. шакла. Ишек. Шакăрчăкла выья выляс тесен, ачасем пилĕк пĕчĕкрех çавра чул илеççĕ те, курăк çине пĕр çĕре пуçтарăнса лараççĕ. Унтан вара пĕр ачи пур чулне те илсе, хăй умне сапса ярать. Кайран пĕр чулне илсе çӳлелле утса ярать те, çĕртен теприне алла илсе, çӳлелле утса янă чухне унпа пĕрле тытать. Çапла пур çĕрти чулне те пĕререн-пĕререн илсе пĕтерет. Илсе пĕтерсен, каллах пур чулне те хăй умне сапса ярать. Каллах пĕр чулне çӳле утса ярсан, çĕрте выртакан чулсене икшерĕн тытса пĕтерет. Пĕтерсен, каллах сапса ярать те, пĕр чулне çӳле утса ярса, çĕрте выртакан чулсене виçшерĕн тытса пĕтерет, кайран тăватшерĕн. Çаксене туса пĕтерсен, лапăрчăк тăваççĕ. Лапăрчăк тунă чухне, пилĕк чулне аллине илсе, пĕр чулне çӳлелле утса ярать те, тăват чулне çĕре хурса, утнă чулне пуш аллипе тытать. Тытсан, каллах çав чулне çӳле утса ярать те, çĕрти тăват чулне илсе, утнă чулне пĕрле тытать. Кун хыççăн çу пуçаççĕ. Ăна пуçнă чух каллах, пур чулне алла илсе, пĕр чулне çӳле утса ярса, чулсене тытнă алли вăта пӳрнипе çĕре сĕрсе, утнă чулне тытать. Ăна тăваççĕ виçĕ хут. Кун хыççăн амине кăларма тытăнаççĕ. Ăна ак çапла тăваççĕ: сулахай аллипе шитланă пек чаркаласа тытаççĕ. Кайран сылтăм аллипе сулахай алли урлă малалла пилĕк чулне сапса ярать. Сапса ярсан, пĕр чулне илсе çӳле утса ярать те, çĕрти чулсене пĕрерĕн шитласа тытни пӳрнисем виттĕр кăларать. Çакна тунă чух тепĕр ахаль ларакан ачи маткине кăтартать. Маткине — амине чи кайран кăлараççĕ. Çаксене тунă чух пĕр утнă чулне çĕре ӳкерсен, унтан чулсене илсе, тепĕр ачи вылляма пуçлать. Кам вылляса тухаймасть, ăна шаклишкă параççĕ. Шаклишкă панă чух, шаклишкă çиякан ачи ик аллине, тӳртсене çӳлелле туса, юнашар тытать. Тепĕр ачи унăн алли çине чулсене хурать те, шаклишкă çиякан ачи чулсене çӳле утса, уçипе (= ывăçĕпе) тытать тӳрчĕсем çине (на обе руки, которые держит вниз пригоршнями). Ăна тăваççĕ виçĕ хут. Минче чул тытимасть, çавăн чул шаклишкă параççĕ (дают щелчки), хăш чух çамкаран, хăш чух алă тӳртне (тӳртĕнчен).

шаквăр

говорить намеком, обиняком. N. Шаквăр, просить намеками, не прямо, окольно, намекать на что-нибудь с целью его получения. П. Яндоуши. Паçăр Етюкка хваттер çинчен шаквăрчĕ пулмалла та, тем тумалла пулать ĕнтĕ. Давеча Эдюка, должно быть, намекала (заговаривала) на квартиру, не знаю, что придется уж сделать. N. Укçа шаквăрса пăхрăм та, парассине шарламарĕ. Ib. Пирĕн Иван карттус шаквăрать пулас та-ха, те илсе памалла пулать ĕнтĕ. Наш Иван, кажется, заговаривает о картузе, придется купить что ли. N. Шаквăрса калаç, говорить намеками. Стюх. Шаквăрса, окольным путем, намеком. Ib. Çын çинчен шаквăрса калаçат.

шакла

наголо. Янтик. Энтри! Сан пуçна шакла туса ярар-и? (Хочет стричь наголо). N. Шакла, бритый, голый. Тюрл. Шакла туса ятăм пуçне, гладко остриг. Сред. Юм. Шакла илсе янă. Волосы остригли наголо.

шалу

жалованье (русск.). Кан. Ахалех шалу илет. N. Пысăк шалу илсе тăратчĕ. КС. Питĕ пысăк шалу çиять. Получает большое жалованье.

шалнă

жалованье (русск.). Шорк. Шалнă илсе тăрат. Ib Шалнă çисе тăрат.

шалçа

кол. Н. Уз. Изамб. Т. Виçĕм çул лашине илсе кайрĕç (украли), халĕ тата шалçасăр тăрса юлчĕ (погорел). || Бюрг. Шалçа кĕрешшĕ! Так ругают человека. N. Шалçу тултăр сан! Чтобы тебе напороться! Йӳç. такăнт. 63. У-у, шалçу тулашшĕ. СТИК. Эй, шалçи тулашшĕ! Брань безразличная, вроде: ах ты, чорт возьми! Ib. Çынна йĕртнĕшĕн шалçу тулĕ те-ха хăçан та пулсан (говорят вредному человеку). N. Анчах Наполеонăн шалçи тулнă. Изамб. Т. Шалçи тулнă, добезобразничался (домошенничался и пр.).

шантар

обнадеживать, уверять. N. Тăвассу çук та, ан шантар. Юрк. Хам чунăма хам шантартăм, тăшман ăшне çунтартăм. Сред. Юм. Эпĕ сана шантарса янă та, эсĕ илсе килет пуль тесе, пасартан илмесĕрех килтĕм. N. Вĕсем, малтан шантарса хунă пулсан та, пыман. Чăв. еп. пур. 17°. Унтан вара ӳлмĕрен çынна лайăх шантарса, илсе кайнăшăн укçа парса та пулин, пĕрле каякан пулнă. Кан. Ишчейккăсене япала сыхлама шантарса парса хăварнă. Ib. Кун çинчен хресченсем малтанах высттăвккă комиттетне пырса шантарнă. N. Чăн, тесе калать тет, ку пуянĕ те вĕсене шантарам пек пулса.

шанпă пулă

назв. рыбы. Кн. для чт. 112. Ун телейне кура пĕр çын шанпă пулă лавпа илсе пынă иккен.

шантал

(шандал), подсвечник. В. Олг. Шантал = çурта лартни. Хорачка. Шантал çине çутас çорта. Шинар-п. Çавăнтах вăл ак мĕн шухăшланă: çав шантала илсе тухса каяс-ха ĕнтĕ, мана вăл та самаях пулĕ-ха, тенĕ. || Наковальня. Шибач. || Т. II. Загадки. Сакăрвун салтак, икĕ шантал, пĕр улпут. (Чĕренчепе витнĕ пӳрт çийĕ).

шап-шар

шап-шарă, очень белый, весьма белый, пребелый. Эльбарус. Халччен çĕр шап-шар йорпа витĕнсе выртнăскер, хал ĕнтĕ темĕн тĕрлĕ, анчах симĕс сăн ытларах, во (= вăл) порне те çĕнтерет. Букв. 1886. Пырсан-пырсан, пĕр ялта шап-шар, симĕс тăрăллă чиркӳ курăна пуçларĕ. Собр. Илĕр-пăрахар çĕлĕкне, шап-шар кукши курăнтăр. Кубня. Хур, кăвакал, мулкач, ака тихисем пусса çине ялта, шап-шар лаша илсе шăтăка чĕрĕллех янă. Хош.-Çырми. Шап-шарă та арăм эп илтĕм. Белую-разбелую взял я себе в жены. ЧП. Шап-шар вĕрене.

шар

беда, несчастье. N. Шар полчĕ, беда. Йӳç. такăнт. 56. Тепри виçĕ пуслăх ĕçет те, виç тенкĕллĕх шар тăвать. N. Ял çинчи йăвăр чир, йăвăр шар кайтăр (да исчезнет). Бес. на м. г. Пĕр-пĕр шар килсен, нуша килсен... КС. Шар куртăм. Потерпел несчастне (материальное). Пшкрт. Шар корса пер (= эпир), шарланса. Актай. Эпĕр илес хĕрсене ыр çын илсе ыр куртăр, ыр куртăр та шар куртăр, упăшки вилсе шар куртăр. Сĕт-к. Эпĕ илес хĕрсене ыр çын улĕ исе ыр кортăр, ыр кортăр та шар кортăр, ачи-пăчи шар кортăр. N. Июльпе август уйăхĕнче улпутсем нумаях шар курман. Собр. Тĕрлĕрен шар курасран, хирĕçен тăшманăн хирĕçи вăрăнасран хăтар пире. (Из молитвы). N. Ĕç ĕçлеме шар курма вунă арçын тарçăра. Янтик. Хама хам шар курма карăм-çке çанта: халь укçа та çук ĕнтĕ, çитменнине пĕç халь те ыратать. Регули. 727. Вăл онта пре (= пĕрре) тытăнса шар номай корчĕ. Ib. 428. Шар корăпăр.

шарт та март

встреч. в следующем выражении: Сред. Юм. Ко ача-пчана: пĕчик лаша илсе пар, тесе, шарт та март тунă (одолел совсем) паян.

Шашок

(шажок), имя женщ., Александра. N. И ули, Йăван ули, çав Мария иличчен çав Шашока илсе те, Выл пасарне анас та, çонат кошас вĕçтерес (приделать крылья и полететь к Шашок).

шетник

кадка. N. Шыв кӳме е пичке, витре, шетник таврашĕсем сахал пулсан, чӳлмексемпе, хурансемпе, пураксемпе кӳрес пулать. О сохр. здор. 74. Шыв пит пăтранчăках пулмасассăн, ăна шетнике (каткана) тултарса лартас пулать. N. Унтан тенкелсем тата пĕр шетник шыв илсе килчĕç. Изамб. Т. Купăстине тăварлама шетник кирлĕ. || Кадочка, ушат. Баран. 44. Шетнике эрех тултарса ана çине лартар! Юрк. Шетник = касмăк.

шыв

(шыв), вода. НР. Атăл шывне ăсмашкăн çутă витре кирлĕ мар. Чтобы зачерпнуть волжскую воду, светлого ведра не нужно. Хурамал. Шыва ярсан, кĕмĕл ирĕлмĕ. Если пустить в воду серебро, не растворится. Ib. Шанкарчă чĕппи шыв ĕçнĕ чух хура пуллăн мĕн ĕç пур. Когда молодой скворец пьет воду, какое до этого дело рыбе? Шурăм-п. Урапа çине шыв пички лартса чуптарать. О сохр. здор. 68. Шыв тĕрлĕ пулать вăл. Ib. 71. Шыва таса тăратас пулсассăн, унта тислĕк, çӳпĕ-çапă, вилĕсем такасран чарас пулать. Ib. 69. Шывран тислĕк шăрши, кӳкĕрт шăрши, çĕрнĕ шăршă кĕрет пулсан, вăл шыв аван мар пулать. Чутеево. Шыв чечеке ларнă. Орау. Шывне виçĕ хутчен те улаштарса чӳхерĕм-çке, çапах та тасалман. Альш. Шыв çинче пĕлĕт курăнат (отражение неба). ГФФ. Калтăр-кăлтăр кăвакарчăнне, кăвакарчăнне, вăл шыв çине лармасăр, лармасăр, эпĕр çона çинчен анас çок. Пока голубь-воркун не сядет на воду, мы с саней не слезем. Трхбл. Чей куркинчи шыв çине виçĕ кашăк эрек ятăм. N. Пилĕк таран шыв çине пултăмăр. N. Пура çине шыв каять. КС. Унтан аялаллине шыв илет. То, что лежит пониже его, заливается водой. Капк. Юр ирĕлнипе кӳлленчĕк пулнă. Кĕрсе кайсан калушна шыв илĕ. А.-п. й. 74. Вершник çине улăхма тăрсанах, Ваçлей такăнчĕ-ӳкрĕ те, салатне веçех шыва тăкса ячĕ. Когда он ступил на плотину, споткнулся и упал. Пуловка с солодом покатилась в воду. Ib. 74. Ваçлей нимĕн тума аптранипе пĕр патак илчĕ те шыва пăтратма пуçларĕ. Василий не знал, что ему делать. Затем взял палку и стал помешивать воду с солодом. Ib. 74. Аха, шыв сăра пекех пулчĕ иккен-ха. Ого, вода густеет, как пиво. Сред. Юм. Шывва чăм, нырни в воду. Ib. Шыв ĕçе-тăркача ман паян саççим хырăм кӳпсе кайрĕ. Орау. Ĕçес килсех ĕçетни эс вăл шыва? Сред. Юм. Шывву полин ĕç ху çав таса марскере. Орау. Шыва выç-варла ĕçсен, чĕрене çиять. ТХКА 108. Шыв ĕçсен, йысна шыв хĕрне чăркуçланса ларчĕ те, курăк татса илсе: эпĕр ĕçмен, вырăспа майра ĕçнĕ, тесе, шыва пĕр курăк пăрахрĕ. Альш. Шыв уланă — çын шыва кайса вилессе, çын чĕрене илессе. ГТТ. Шыв чакнă, шыв ӳснĕ, шыв тапраннă, теççĕ. КВИ. Пирĕн çырман шывĕ чакнă. Орау. Çул айяккисене шыв туха пуçланă. Ib. Çул аяккисенче шыв кӳленсе тăра пуçларĕ. N. Иртнĕ çул çуркунне Атăла шыв питĕ тулчĕ. Хурамал. Кăçал çурхи шыв пит шеп юхрĕ. ГФФ. Çорхи те шывпа йохса та кайнă полсассăн... Кабы я уплыл с вешней водой. Хурамал. Сиксе-сиксе шыв юхсан, çыранĕсем епле тусет-ши? Когда волнуясь течет вода, как это только выносят ее берега! Тайба-Т. Шыв çисе пынипе çĕр ишĕлсе аннă та, юпи вара шыв айне пулнă. Когда берег от размывания водой обрушился, то столб очутился под водой. Абыз. Сарай айăнь шыв юхать. Под сараем протекает вода. Ст. Чек. Шывĕ юха пырат, пăрĕ шăна пырат. (Пир тĕртни). N. Шыв пит вăйлă карĕ. N. Çуркунне шыв кайсан... Красн. Горка. Пĕчикçĕ ачасем тимĕр кĕреçемпеле шывсене (воду в разных местах) пĕвесе çӳреççĕ. N. Шыв иртсен... Альш. Этремел хушшинче çуркунне пĕтĕмпе шыв юхать. Шыв, иртсе кайсан, унта питĕ аван курăк персе тухать. N. Кайран, шывсем юхса пĕтсен, пĕтĕм уйсам, çарансем, вăрмансам симĕсленме пуçлаççĕ. Ау 389°. Шыв ӳкмесĕр çырне ан хыпала. N. Шыв йăрлатса юхать, тонкою струей. ГФФ. Шăнкăр-шăнкăр шыв йохать хомăшпа хăях хошшипе. Вода бежит и журчит меж осоки и камыша. Юрк. Анатра арман авăрат, шыв сассипе чулĕ çаврăнат. Собр. Çын вилли вăл пит шывшăн çунать (жаждет), тет. Ала 14°. Тепĕр кайăкĕ калать: эпĕ те çавă патша çинчех шывсăр типĕтсе усратăп, тет. Кн. для чт. I, 15. Шывсем типнипе çынсем шывсăр виле пуçланă. Букв. 1886. Вара шыв шыран. Юрк. Ирĕксĕр çын пуссине шывшăн çӳрес пулат. Макка 30°. Арма (= арăма) шыва кăларнă. Жену за водой послал. Артюшк. Çав шыв хĕррине пĕр хĕр шыв илме аннă. N. Мăшăрпа шыва антăм та, хăрахпа ăсса хăпартăм — çурри тесе ан калăр. Хурамал. Çинче пилĕк йилене тăхăнсассăн, кĕвентелесе шыва каяс çук. Если надевешь бешмет с тонкою талией, то не пойдешь с коромыслом за водой. Ромс. 29. Амăшĕ шыв патне тухса кайнă. Ib. Шыв панчен килсен, люшкисене йăпăр-япăр уçса пăрахнă. Кан. Икĕ хĕрарăм тĕл пулчĕç. Пĕри шыв кӳме каять, тепĕри шыв кӳрсе тавăрăнать. Н. Седяк. Кĕлетрен тухсан, çĕнĕ çынна яшка пĕçерттереççĕ, шыва яраççĕ (за водой). Ала 67. Тата çĕнĕ çыннăн упăшки хапха умне тухса тăрать шывран таврăннă çĕре. N. Шывран килтĕм. Ходил за водой. Изамб. Т. Лаша урине шыв ансан, лашана шывра тăратаççĕ. Сред. Юм. Лаша ôрине шыв аннă (опоили). Ib. Лашава шыв антарнă (опоили). Ib. Лашана шыв лектернĕ (опоили). Ау 8°. Лаша калать: çĕртен каяр-и, çӳлтен каяр-и, шывран каяс-и, тесе каларĕ, тет. Трхбл. Ку чечексене шыва лартас пулать. Ib. Чечексем шывра пĕр эрне ларса та шанман. Орау. Пирĕн сӳс-кантăр шыврах выртать-ха кăçал халчченех. Кан. Ытла та ӳсĕмсĕр ĕç вĕт вăл: кантăр пусине тат, типĕтсе çап, шыва хут. Янш.-Норв. Çын шывра ишнĕ чухне аллисемпе яра-яра ишет (перебирает). N. Вакран шыва янă. N. Утăсем, пĕтĕм тырă пулă — пурте шыв айне юлса çĕрсе пĕтнĕ. N. Кимĕ туса шыва янă (пустили в воду). Зап. ВНО. Шыва ярсан путмĕ, çĕре хурсан курăнмĕ. (çу). Ib. Шыва ярсан путмĕ, çĕре хурсан çĕрмĕ. (Кăмрăк). Т. Григорьева. Шывăн турат çук, вутăн алли çук, теççĕ. N. Шывран таса пулма çӳретĕн. Нюш-к. Шыва хирĕç çил вĕрсен, çăмăр пулать, теççĕ. С. Тим. Шур Атăлта пулă ишет-çке, çунаттине шыва хумасăр. N. Эпĕ çитнĕ çĕре теплушкана (помещение для сторожей при пожарной машине) шыв тунă: шăпăр-шапăр тăвать (течение струи) шалта çĕр урайĕнче. Орау. Тăнсам! пĕтĕм пӳрте шыва янă! Болваны! всю избу залили водой (дети). N. Нассус пырши шăтсан, шăтăкран шыв шаркаса чуптарат. Кĕпçене çĕре пăрахсассăн, шыв шарлатса чупат. Сред. Юм. Пĕчик çӳхе чôла шыв çинелле вирлĕ аялтан утса ярсан, çав чôл чалт! чалт! тутарса шыв ĕçсе каять. КС. Шывпа пĕрĕхтереççĕ (прыскание). Никитин. Хурсем каçпа ларакан вырăна тараса чакалас пулать; унта шыв час тухать. Хурсем шыв пур вырăна анчах çĕр каçма лараççĕ. || СТИК. Айлăм çĕрти купăстана шыв сапма юрамаст — шыва ларат. Купаста шыва ларсан, вăл начарланса юлат. Шыва ларнă çаранти курăк та сайраланса юлат. Магн. М. 59. Шыва лар. || Альш. Сăмаха шыв пек юхтарат. Ст. Яха-к. Çак кĕлле ăстарик шыв епле юхать (плавно), çавăн пек пĕр такăнмасăр хăвăрт каласа тухать. ТХКА 13. Пирĕн Ваçук кĕнекесене шыв пек юхтарса вулать, картинсем тума вĕренсе кайнă. N. Утни-юртни сисĕнмест, шыв пек юхать, çил пек вĕçет (урхамах). Чăв. й. пур. 10°. Çапла тусан вара лашисем шыв пек кайнă. Сред. Юм. Посса кайса пăхса çӳрерĕм те эп, ôрпасĕм шыв пик йôхса лараççĕ вит (хороший урожай). Альш. Ачанăн варвиттне кайнă, шыв пек юхтарат. || N. Ăна пĕр кашăк шывпа ĕçсе ярăн (говорят про красивую девицу). || Кан. Пĕр 10 пин тенкĕ шывпа юхрĕ. Шурăм-п. Çулла хăйă хăшĕ пĕртте çутмаççĕ: укçана шыва пăрахмастпăр, теççĕ. Ib. Вĕсем ĕмĕрне те хăйсен юлташне шыва пăрахса хăварас çук (не оставляют без помощи). Орау. Çын хăйне хăй шыва пăрахмасть (не топит сам себя). Капк. Хамăр хурăнташа шыва ярас çук вĕт, терĕм (не выдам, не предам). || Букв. 1908. Маруçăн улма çиесси килнипе çăварĕнчен шыв килнĕ. Сред. Юм. Çинине корсан, çăвартан шыв килет. || Чăв. й. пур. 5. Хăйĕн сăмсинчен тапак туртнипе сап-сарă шыв юхса çӳрет. || Буин. Шывпа пĕрлех килчĕ. Ребенок вышел из утробы матери вместе с водами. N. Малтан шыв кайрĕ (перед родами), ача типпе юлчĕ. Ача умĕ килчĕ, ачи çуралчĕ. || Сок. Шурăм-п. Карта патĕнче хурăнсем те пур. Çуркунне вĕсен шывне ĕçме юрать. || Сыворотка. Изамб. Т. || Пот. Альш. Икĕех те шурă та халь ут юртат, тилкеписем тăрăх та шыв юхат. Ала 63°. И, хир-хир урлă килтĕмĕр, çĕлен пек ута шыв турăмăр. N. Лашисем пĕтĕмпе шыва ӳкеççĕ, ачисем çапах çӳреççĕ. Мусир. Хура шатра Иваншăн хура шыва ӳкрĕмĕр (сильно вспотели). N. Тарласа шыва ӳкнĕ. || Слезы. Альш. Çакăях та тăвансем асма (= асăма) килсен, икĕ хура куçăмран шыв юхат. Собр. Куçран куçа пăхсассăн, икĕ куçран шыв килет. || Дождь. N. Шăнкăр-шăнкăр шыв çăват, чӳрече витĕр курăнать. (Хĕр йĕри). || Река. ГФФ. Кăвакал ишет шыв тăрăх. Утка плывет по реке. Хурамал. Хурĕ каланă: „Ну эпĕ çурт лартап-и? Эпĕ аслă шывра та хĕл каçăп“,— тенĕ. Ib. Аслă шыва кĕтĕм ăшăк тесе, ĕнчĕ куçлă çĕрĕ пур тесе; ĕнчĕ куçлă çĕрĕ шыв çути, эпир атте-аннен куç çути. Вошел я в большую реку, думал, что мелко, думаль что есть там перстень с жемчужным камешком. Перстень с жемчужным камешком — свет реки, и мы у отца и матери — свет очей. ЧП. Пирĕн пӳрт аяккипе мăн шыв юхат. Тораево. Ĕçтерсе ӳсĕртсе пичĕкешне хупса икĕ пуçне питĕрсе мăн шыва кайса ячĕç, тет. Янорс. Вара эпир Атăл хĕрне çитрĕмĕр, кунта эп Атăл шывне куртăм. Хурамал. Ăлăхрăмах çӳлĕ тусем çине, антăм-ĕçке Самар шывĕ çине. Поднялся я на высокие горы и спустился на реку Самарку. Альш. Самар шывĕ юхат вирелле, сар хăмăшсем тайлаççĕ шывалла. Эпир çур. çĕршыв. 24. Шăматран иртсессĕн çул Вылă шывĕ урлă каçать те, уй тӳпинелле каять. Сюгал-Яуш. Пĕр çын шывра луткăпа пулă тытса çӳрет, тет. N. Вăл шыва пĕрте шăнма памаççĕ, мĕншĕн тесен вăл кермансене килме питĕ чарса тăрать, вăл шыва пĕрмаях тупăпа персе ватса тăраççĕ. Çулла çав шыв патне çитеччен пĕрмаях çĕмĕрсе килчĕ. Баран. 119. Çăва тухсан, пысăк шывсемех ăшăкланса юлаççĕ. С. Айб. Шыв урлă каçаракан сан патна пырса шыв урлă каçарнăшăн санăн аллуна ыйтĕ. Альш. Пилĕк пĕрчĕ хăмăшпа çул килтĕм, виçĕ пĕрчĕ хăмăшпа шыв каçрăм, каçсан та урам йĕпенет, каçмасан тăванăм ӳпкелет. N. Хура шывсем юхат вирелле. || Назв. божества. N. Вăл мĕн калать хăй патне пыракансене: эсĕ çава çырмари шывпа питне çунă та, çанти шыв тытнă, тет. Бгтр. Кĕрĕк ăçта çул çинче шыв ĕçсессĕн, çав шыв ан тыттăр, тесе: эпĕ ĕçмен, пĕр вырăспа пĕр майра ĕçнĕ, тесе, шыв çине кирек мĕн сапса хăварнă. N. Тата шыва çав хурантанах чӳклеççĕ. С. Алг. Шыва мимĕр (толокно).

шыва кӳрт

шыва кĕрт, купать. Скотолеч. 8. Сивĕ шывпа шыва кӳртсен... ЧС. Эпир те вара лашасене тытса шыва кӳртме кайрăмăр (купать). || Крестить. N. Шыва кӳртмелле тесе, шартлама сивĕре виç-тăват кунри ачана ĕ çухрăма илсе кайса, пĕтерсе килчĕç вĕт.

шыв пулли

водяное насекомое, мелкое, ходит по воде. Н. Карм. Байгул. Çак ял хĕрсем шыв пулли, шывпа юхса каясран эпир илсе каятпăр.

шыври

находящийся в воде. То же, что шыв шуйтанĕ, водяной. Альш. Шыври шыва туртса илет, çын шыва кайсан. Шыврисем çакăнаççĕ ăна шыва кĕнĕ чухне, çавăнпа йывăррăн туйăнса, йывăрланса шыва каят çын, теççĕ. М. Сунчел. Чăвашсем чирлесен-тусан: шыв шуйтанĕ тытрĕ, тесе, час-часах шыврине чӳклеççĕ. Шыврине пăтăпа чӳклемеççĕ, вăл çемçе çимене юратат, тет, çавăнпа ăна мимĕрпе чӳклеççĕ. Мимĕр пĕçерсен кĕлетки туса хураççĕ те, хуранĕпех вак кутне илсе кайса, ак çапла чӳклеççĕ: „Е пĕсмĕлле, çырлах, асăнатпăр, витĕнетпĕр. Çак картлă-картлă пашалува паратпăр. Эсĕ курайман кукăр-макăр хурăн вуттипе пĕçернĕ мимĕре паратпăр. Усалли шыв тĕпĕнче вырттăр, ырлăхĕ çак пирĕн чирлĕ çынна çиттĕр“, теççĕ те, мимĕре, пашалăва, чустаран тунă шуйтана шыва ярат та, тӳрех киле чупса таврăнат. Киле таврансан хĕрт-сурта та мимĕр параççĕ. Собр. Шыва кĕнĕ чух талашса кĕрсессĕн, шыври туртса кĕртсе вĕлерет, теççĕ. Ib. Шыва кайса вилнĕ çынсенчен шыври пулать, теççĕ. N. Шыври вăл пит усал теççĕ, вăл çынсене пит хăратать, теççĕ, вăл особенно çынсене каçма çинче курăнать, теççĕ. М. Яуши. Атăлтан шыврисем виççĕн туххăрçĕ, тет те, çак луткă тăрне хăпарса ларчĕçĕ, тет те, шыври асли калать, тет, кĕçĕннисене. N. Хай шыври çитрĕ, тет. Собр. Пӳртре — хĕрт-сурт, шывра-шыври, вăрманта — арçури пур, теççĕ. Сюгал-Яуш. Кайран шывран шыври тухрĕ, тет те, çынна калать, тет: ан хуйхăр, сана хаклă йышши чула илсе тухса ларăп, терĕ, тет. || Бранное слово. Альш. Шыврипе хутăш! теççĕ çынна. Усалтараххине: тип çĕрти пек, теççĕ. Ст. Чек. Ваççинкка арăмĕ унта шыври пек.

шыв хăлти

хлам, нанесенный водою. Синьял. Çак ял хĕрсем шыв хăлти, шывпа юхса каясран эпир илсе каятпăр. || Водяной дух.

шыра

(шыра), искать, разыскивать. КВИ. Мĕн инçе ют çĕрте вăл шырать? Что ищет он в стране далекой? Ib. Анчах парăс телей шырамасть, телейрен те тарса вăл каймасть! Увы, он счастия не ищет и не от счастия бежит! ТХКА 73. Пур çĕре те шыраса пĕтертем, ниçта та çук. ГФФ. Çак çи яла килтĕмĕр юратнă çынсене шыраса. Мы приехали в эту деревню, отыскивая любимых людей. НР. Сăр-Сăр тăрăх хам карăм та, сăртри çырла шыраса. По Суре реке я ходил, искал ягоды на пригорке. ГФФ. Карăм шырама сĕм вăрмана. Пошел в дремучий лес искать (песню). Ib. Кăвакал ишет шыв тăрăх, çут поллине шыраса. Утка плывет по реке, отыскивая светлую рыбку. Букв. 1900. Çăкăр хырăма шырамасть. N. Айта халĕ вăрмана мачча кашти шырама. А.-п. й. 14. Пĕччен пурнăç ăна питĕ йăлăхтарса çитернĕ те, вăл хăй валли тус шырама шут тытнă. Ib. 16. Яла сурăх шырама, тет кашкăрĕ. Регули 1471. Эп шырарăм — топрăм. Ib. 1472. Эп шыраса топимарăм, шырарăм (шырарăм та), топимарăм. Ib. 818. Эп топимарăм мĕн шыранине. Сред. Юм. Çăварти чĕлĕме виç сехет шыранă, айĕнчи лашине виç талăк шыранă, тет. (Послов.). Бел. Гора. Вырăн пур та, мăшăр (супруга) çук; мăшăр шыра (так!) килтĕмĕр. Сятра. Ăста каян, тăлăк арăм? тет.— Опăшка шыраса каятăп, тет. N. Эс она шыраса топса ил (разыщи и возьми). Кама 56. Акă пăшалне ӳкерсе хăварнă. Хăйне тупаймарăм. Çырма тăрăх тарнă, теççĕ. Çĕр тĕттĕм, анкартисене, улăмсем айне шырас пулать. ЧС. Вара ăстарастапа сутниксем халăх пухса, ăна пур çĕрте те шыраса пĕтернĕ, анчах ниçтан та тупайман. N. Çак ĕçе епле пулнине Зайцев ятлă пысăк ĕçсене шыракан следователь тĕпчет. НР. Йори карăм улаха чун савнине шыраса; чон савнине тĕл полтăм сарă хĕрпе йонашар. Нарочно пошла на посиделки, чтобы встретиться там со своим милым, но увидела его сидящим рядом с русой девушкой. || Искать в смысле „иска“. Юрк. Эсĕ кунта мĕн шыратăн? — Мĕн шырасси-мĕнĕ, эпĕ прикăвăрсăр уйăрăлнă. Прикăвăрсăр уйăрăлнисем халĕ, çĕнĕ саккунпа, уйăрăлманпа пĕрех, тет.— Эсĕ çавна шанса тата шыратна-ха? — Вара, тет. || Взыскивать (с кого). Кратк. расск. 20. Эсĕ, атте илсе килмесессĕн, хамран шыра ăна, эпĕ хам çине шантарса илсе каятăп ĕнтĕ. N. Укçине каялла шырăр. Кан. Кивçен панă вăрлăхсене шыраса илесси. Пирĕн ял. Выçлăх çулта Унтри Тимуххине кил вырăнĕсем улăштарнине халь каялла шырама çук. N. Если эсĕ илеймесен те, килтен шыраса илмелле яратăп.

шырлан

(шырлан), крутой берег, обрыв. СПВВ. БМ. Шырлан = шăйăрлан, яр, кручь. Туперккулёс. 29. Çулла ачасем вылляса чăнкă шырлан урлă пĕр хăма тăрăх каçаççĕ. Нюш-к. Вăл мана пĕр шырлан хĕрне кăтартрĕ. ЧП. Шырлан хĕррипе кай. N. Тата çав мăн çырмари шырлан хĕррипе йăмра лартса тухнă. Ир. сывл. 27. Илсе каять юхтарса (снег) таçти çыран-шырлана. N. Тройккă качака кӳлейсе шырланалла турттарас. N. Шырлансенче сар чечексем тухаççĕ. || Промоина. Абыз. Шырлан = сакăлта. Пшкрт. Шу шырлан туса кайса. Сред. Юм. Çĕрхи шыв анасĕм çинчен веç пĕтĕмпе шырлансĕм туса çôрса пĕтериĕ. || Питушк. Шырлан, канава в один аршни глубины. || Кладбище. Яровой-к. См. Магн. М. 228.

-ши

вопросительная частица, выражающая колебание говорящего, иногда соответствует русской частице „ли“. N. Хăçан ку вăрçăн вĕçĕ полĕ-ши? N. Апаша хăçан çитсе корăп-ши? А.-п. й. 31. Ĕнер пĕр кашкăр тытса çинĕччĕ, паян тепрер упа тытса çисе пулмĕ-ши? — тет кăна хирĕç сурăх таки. Абыз. Атăл çинче алă лаша, çилкисем виттĕр çил вĕрет! Пирĕн çӳçсем пулмĕç-ши? Дик. леб 35. Тĕлĕкре пулчĕ-ши ку, е чăнахах-ши? N. Утсем ырхан, çулсем хура, юртаймĕ-ши çулсене пĕр тикĕс? Ай-хай ĕмĕрсем çамрăк ĕмĕр, иртеймĕ-ши ĕмĕрсем пĕр тикĕс. ЧП. Хура вăрман çинчи хура пĕлĕт юхаймĕ-ши вăрманăн хыçнелле? Эпирех те ĕлĕк выляни-кулни каяймĕ-ши ĕмĕрĕн тăршшĕне. А.-п. й. 61. Çав вăрмана кайса пăхам-ха, йăвăçсем мана ăшăтмĕç-ши? — тет пĕчĕк кайăк, вăрăммăн сывласа илсе. Образцы 68. Пĕтĕ-ши ку нуша манăн, пĕтмĕ-ши? Каймĕ-ши вăл ман ĕмĕре? N. Паранкă-ши? Это картофель что ли? N. Çийĕ пархат, пуçĕ калпак — пирĕн аппа мар-ши çав. А.-п. й. 66. Сан пек ухмах тĕнчере пур-ши? тет. Образцы 111. Хам пĕлмесĕр пулчĕ-ши? N. Ялан çамрăк ăспа çӳресен, ыра çын ачи-пăчи темĕç-ши? Ала 59°. Пилĕкри пиçиххисем салтăнмасть-ши, пирĕн çамрăк ĕмĕрсем иртмест-ши? (Солд. п.). Сала 347. Эпĕ ӳкмĕп-ши тесе хăра пуçларăм, мĕншĕн тесен эпĕ унччен чăнкă çĕртен ярăнман. N. Эсир мана пĕр-икĕ листа хут памăр-ши? Якейк. Эс мана Кăрмăша еçмĕн-ши? (не отвезешь-ли?). Ib. Эс мана Кăрмăша еçимăн-ши? А.-п. й. 37. Мана та алтса памăн-ши? — тет улатакка. Ib. 81. Пăрçа çĕрне сухаласа акмашкăн лаша памăн-ши? — тет. Ib. 73. Хуньăм, пире пĕрер пăт салат памăр-ши? — тет Ваçлей. Он говорит: „Тестюшка, не отпустишь ли нам для праздника пудовку солода? Ib. 57. Сăмса çине хăпарса ларса юрласа кăтартмăн-ши? тет тилли, тата ытларах йăпăлтатса. Ир. сывл. 21. Ах! Ăшшăн-ши, сиввĕн-ши? Альш. Кайсан-кайсан, темиçе çĕр çухрăмах кайсан-ши ĕнтĕ, сахалтарах кайсан-ши, Атăла юхса кĕрет, теççĕ. Шурăм-п. Хĕрне качча панă, тет, виççĕр алă çухрăма. Пĕр-ши çул-ши пурнать, тет, ик-ши çул-ши пурнать, тет, виççĕмĕшĕ çулĕнче курма каяс терĕ, тет. Орау. Пуçĕ (у него) чăнах та ыратать-ши? Но: пуçу (у тебя) чăнах та ыратать-и? СТИК. Час килет-ши ĕнтĕ? Ib. Унтан кайран кирек ăçта та кайма юрать-ши вара? Ib. Çавăнта карĕ-ши ман ачам, те унта мар? || Изамб. Т. Эпир те çапла ӳстернĕ-ши? N. Ужель и мы так растили? Ib. Вăл мана улталарĕ-ши? Неужели он меня обманул? || А.-п. й. Кĕрӳ нуши ăçта-ши? Кĕрӳ нуши ăçта ши?! тесе кăшкăрать. Где же нужда зятя? Где же нужда зятя? — кричит он. Ib. 109. Ман çак качакана ăçта ярас-ши? — тесе ыйтать хуçисенчен. Изамб. Т. Елчĕк çуннă иккен.— Миçе кил çуннă-ши (сколько же дворов сгорело)? Образцы 60. Пĕртте ырапа усала, ай, курмасассăн, епле пулса ӳсет-ши арăн ывăлĕсем. Орау. Ах, тур-тур-тур, камах турĕ-ши капла? Пĕтерчĕ пурнăçа пĕтĕмпех! (Так говорила женщнна, когда горел их дом от поджога). Тим. Тăхăр тиртен кĕрĕк çĕлетекен, унăн сăвăр тирĕ епле ши? Ачаранпа туслă пурăнаканăн, унăн чĕлхи-çăварĕ епле-ши? N. Мĕн-ши ку? Мĕн тумалли-ши ку? Букв. 1900. Çула çырмари шыв ăшă, пусăри (тарасари, çăлри) сивĕ,— мĕншĕн-ши вăл? || Часто соединяется с частицей мĕн. Альш. Тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕ-ши-мĕн ку чăвашсем те? Сред. Юм. Анне парса ячĕ-ши-мĕн кона ман валли? || Часто соединяется с частицей ха. Зап. ВНО. Миçе сехет ши-ха халь? Б. Илгыши. Хулхи каланă (лисице): эпĕ халĕ, йăтăсем карĕç-ши-ха тесе, итлесе выртатăп, тенĕ. Бес. чув. 13. Ку Микулай мĕн тума кун çинчен калаçать-ши-ха? Мĕн кирлĕ ăна?

шилĕк

назв. свадебного обряда. См. шильăк. СПВВ. Т. Шилĕке туй чухне хăмаран карта ăш (= карташ) варрине тăваткăл майпе тăваççĕ; ун ăшĕнче ташлаççĕ вара. СПВВ. ТА. Шилĕке ак çапла тăваççĕ: ултă тунката çине пилĕк хăма хурса, алăк вырăнне кăшт кĕмелли хăвараççĕ. ЧС. Пирĕн туй пулас кун ирех хĕр килне икĕ хĕрçум апат тума пулăшма пыраççĕ. Арçынĕсем (= арçыннисем) туй çыннисене ларма шилĕк тăваççĕ. Шилĕке ак çапла тăваççĕ: ултă тунката çине пилĕк сарлака, вăрăм хăма хураççĕ те, шилĕке кĕмелли кăшт вырăн хăвараççĕ. Тĕпеле икĕ кĕтессине икĕ сĕтел лартаççĕ, сĕтелсем çине икĕ пуçламан çăкăр, икĕ витре сăра, тата сĕтелсем варне икĕ кĕççĕ сараççĕ. Çулла пулсан, каччă ларакан сĕтел кĕтессине пĕр чĕрĕ хурăн касса лартаççĕ. Ăна те сулхăншăн, те пĕр-пĕр йăла тăрăх лартаççĕ,— пĕлместĕн. Халĕ ĕнтĕ ăна тумаççĕ. Н. Бурнаши. Шилĕк, сиденье из досок для „туй халăх“. Собр. Пăртак тăрсан кĕрӳшне хĕрин инкĕшĕ нӳхрепе илсе кайса пичке пуçлаттарать. Çав пуçласа илнĕ сăрана кĕрӳшĕ шилĕке илсе пырать. Ib. Туйĕ кĕрсессĕн чи малтан шилĕк тавралла çавăрăнаççĕ, унтан вара сарай патне каяççĕ, кĕрӳш урапи шилĕк умне юлать. Унтан хĕрĕ амăшĕ кĕççе илсе пырса урапа умне сарать те, пĕр тенкĕ укçа хурать. Кĕрӳшĕ вара çав укçа çине сиксе анса укçине илет. Ib. Унтан пӳртрен шилĕке тухаççĕ те, ачи ашшĕпе амăшне пуççапать, ашшĕсем ăна укçа параççĕ. Вара шилĕк патне виçшер лашаллă, икшер лашаллă кӳлнĕ кӳмесене илсе пыраççĕ те, туй халăхсем кӳмесем ăшне кĕрсе лараççĕ. N. Хĕр енчен пынă туй халăхĕсене ăсатас уммĕн яшка çитерсен, карташ варрине тăватă каска пăрахса, вĕсем çине тăватă кĕтеслĕ туса, хăмасем сарса шилĕк тăваççĕ, „пӳлемĕк чӳклеççĕ“. Унăн ăшне пĕр касмăк сăра тултарса лартаççĕ. Унтан тата пĕр сĕтел, сĕтел çине тĕрлĕ çимесем пырса лартаççĕ. Ĕçтереççĕ, çитереççĕ. Çав вăхăтра çĕнĕ çынни пур хурăнташĕсене те асăнса ăсатать: „Кайăк хур каять картипе, йăви юлать пăрăнса“... N. Ирхине тăрсан (у невесты) кил карти варринче виç хăмаран саксем тăваççĕ, çавăн варрине сĕтел лартаççĕ те, сĕтел çине пĕр витре сăра лартаççĕ, тата çăккăр хураççĕ, тата сĕтел умне пĕр йăвăç касса лартаççĕ, ăна вара шилĕк теççĕ. Т. VI, 15. Карташне мĕн шилĕк тума пар. (Чӳклеме).

шип

подр. писку только что вылупившегося цыпленка. Якейк. Чăх чĕппи шип-шип тет, çăмартине сăхнă полмалла. Ib. Чăх чĕппи амăшĕнчен уйăрлнă та, шип-шип, шип-шип туса çӳрет. Ядр. Шип, шип, шип кайăк, шип кайăкăн чĕппине ула-корак тытса карĕ; Иван пичи варлине Макçăм пичи илсе карĕ. Чуральк. Шип, шип, шип кайăк, шип кайăкăн чĕппи çук. В. Олг. Шип, шип, шип кукку, шип куккуйăн виç çурă, пирĕн апин олт çурă. Ой-к. Шип, шип, шип кукку, кукку çури виççĕччĕ.

шу пулли

головастик? См. шыв пулли. Атмал-к. Çак ял хĕрĕ шу пулли, шупа юхса каясран эпир илсе каятпăр.

Шупуç

Шупоç, селение Шупоçи (Красноармейск. р.). Ск. и пред. чув. 29. Хĕвел питĕнче унта Шупуç ларать. Торп-к. Шупуç çолĕ вăрăм çол. Чураль-к. Шупуç хĕрĕ усалли шупа юхса каясран эпир илсе каятпăр.

шу пуххи

шу поххи, все, что нанесено водою, напр., хворост и т. д. Алик. Ати ывăль пуличчен хăрăк турат пулас-мĕн те çурхи çилпе ӳкес-мĕн, çурхи шупа юхас-мĕн, шу пуххи пулас-мĕн, ырă çынсам йăтса кĕрĕç-мĕн. Хора-к. Çак ял хĕрсем шу поххи, шупа йохса каясран хамăр илсе каятпăр. N. Чотай хĕрĕ шу поххи, шупа йохса каясран эпĕр илсе каяр-и.

шу

двигаться. См. шăв. Календ. 1906. Хамăр пĕр вырăнта тăнă пек, çул çинчи япаласем — маяксем, хăвасем шунă пек. С. Дув. Хĕвел шăвать малалла, уйăх шăвать каялла. Ск. и пред. чув. 18. Уйăх шăвать кулянса кăвак пĕлĕт тăрăшшĕпе. Самар. Çӳлте çăлтăрсемех, ай, миçе-ши? Миçе, пĕрти, пăхсан та шумасть-ши? Ала. 61. Çӳлте кăна çăлтăр та, ай, миçе-ши? Миçе пăхмассерен те шумасть-ши? N. Шăвать-ĕçке шăвать шурă пĕлĕт шур юр çуса кайиччен. ЧП. Шăвать-çке, шăвать-çке кăвак пĕлĕт. N. Пĕр куна яхăн вăл хĕвел-анăç еннелле шуман (не двигалось). Т. VI. Загадки. Лаши туртать, çуни шумасть. (Шыв юхни). N. Çĕрĕн шăван кайăк кĕшĕк. || Подвинуться. Изамб. Т. Пăртак шу, немного подвинься (сидящему). Букв. 1886. Шалалла шу. || Скользить. N. Паян ура шăвать. Сегодня на дворе скользко. N. Кĕпе çунă чох вăл ори шуса шыва ӳккĕр те анса карĕ. Когда ова полоскала белье, поскользнулась, упала в воду и утонула. N. Йĕлтĕр туса пар, терĕм; йĕлтĕр туса пачĕ те, шурăм-карăм пахчана. Зап. ВНО. Йăкăш-йăкăш шумашкăн урай яка пулинччĕ. Чаду-к. Упа пĕр сăртран шуса аннă та, ун патне чупса пурса (= пырса) пуçне пуртăпа касса татрĕç. || Ползать. N. Левонть хырăмпа шăвакан полчĕ. Букв. 1900. Кăшт тăрсан, кĕпер кашти çине выртрăм та, хырăмпа шуса каçса кайрăм. Ала 17. Çак Иван вара çавсене курсассăн, хуллен шуса пынă та, пĕрин кĕпине илсе хăйĕн çумне чикнĕ, тет. Толст. 15. Мачча тăрăх пĕр хăнтăла шуса пыра парать (клоп лез по потолку). Такмак. Утаканĕ утса пырăр, утайманĕ кутпа шуса пырăр. || Исчезать, ускользать незаметно, шмыгнуть. А.-п. й. 96. Сахар часрах тумланса, улпут тумтирне йăтса, хуллен мунчаран тухса шурĕ хăйĕн килнелле. КС. Тухса шурăм. Я удрал. Моркар. Хăранипе пӳртĕнчен хайхи хуçа тох та шу. Сред. Юм. Хăвăртрах тôхса шу эс кôнтан (удирай), аттô патак лекет. N. Çынни укçана часрах илсе чикрĕ, тет те, тухса шурĕ, тет, юлташĕ пăтне (улизнул). Б. Яныши. Эпир часăрах толалла тохса шурăмăр. Букв. 1906. А а-х! апла пулсассăн сывă пулах, йытă туç; сирĕн пек самăр (мăнтăр) ан пулам та, хам ирĕкĕмре хам çӳрем! тесе каларĕ, тет те, шурĕ, тет, кашкăр вăрманалла. Ашшĕ-амăшне. Лешсем пăртак тăрсан-тăрсан, ĕнсисене хыçкаланă та, шунă вара килĕсене (убрались). N. Наччас кĕсьене шуса кĕмелли япала! Моркар. Корать чăваш,— ĕç пăсăлать, кăмакаран хор шăвать. К.-Кушки. Сирĕн япаласем Пухтелне шунă (спроважены). || Якейк. Пичипа инки ĕçкинчен чутах шуса (= каймасăр) йолаттăмч.

шутар

понуд. ф. от гл. шу. ЧП. Лашамах та начар, çулĕ хура (снегу нет), епле шутарам-ши çунана. N. Çунана лупас айне шутарса кӳртрĕç. Сунт. Вăл килнĕ чухне çил те, тăман та пулман, йĕлтĕрпе çăмăл пулнă шутарма. N. Урисене темскер шчутка пекскерне тăхăнса янă, каллĕ-маллĕ шутарса çӳрет. Надел на ноги нечто похожее на шетку и елозит по полу. || Идти. А.-п. й. 42. Калаçса татăлчĕç те хайхисем, шутарчĕç ял вĕçнелле. || Удрать. N. Хайхисем купăста вăрри илсе килесси пуçĕнче те çук, урăх çĕрелле шутара пачĕç, тет. Сред. Юм. Хăвăртрах тôхса шутар эс контан (удирай), аттô патак лекет. Турх. Çук, çапах та килелле шутарас пулать (удрать). СТИК. Çав çын вăрăсене шутарнă, теççĕ (проводил в другое место, избавил их от преследования). || СПВВ. Шутарса калать (ласково, чтобы обмануть).

шуйтан

шойтан, чорт, дьявол, нечистый дух. См. шуйттан. N. Чĕрĕ шуйтан çав. Настоящий чорт. N. Чăн малтан шуйтан çурисем тухрĕç, тет те, çисе карĕç, тет. Яргуньк. Хăйсен ачисем шыва кĕреççĕ те, ишме пĕлмесĕр шывах путаççĕ. Кайран хĕрарăмсем пыраççĕ те: шуйтан туртса кĕртрĕ пуль, тесе калаççĕ вара. Альш. В общем шуйтансем шывра пуранаççĕ. Тип çĕрте сахалтарах, но за то вăл хаяртарах. (Авалхи çынсем çапла тĕшмĕшленнĕ). Коракыш. Сикĕн, сикĕн, шуйтан пак, симĕс курăк сухан пак. (Кантăр). Н. Лебеж. Чиркӳ тăрăллă, шуйтан чĕрнеллĕ. (Пяçен). || Брань. Орау. Шуйтан! — так обзывают человека. N. Шуйтан çуратнăскер! Чĕлкаш 13. Шуйтан патне кай! — терĕ. N. Шуйтан аслашшĕ, шуйтан хунешшĕ, шуйтан кинемĕш, шуйтан хунемĕш! (бранные выражения). N. Шуйтан питеки! Ваçăхакансем 27. Тата мĕн шуйтан пуçĕ çитмест сире! Н. Чукалы. Илсе пырсан, Якурка пит савăннипе кăшкăрать: Эй, арăм, шуйтан пуçĕ тутлă пулас, кас халĕ часрах. Ачач 77. Хĕрарăм-манах вăрă пулнă епнин. Ах, шуйтанĕ! тесе çухăрса ярать çĕвĕ сасă. Ib. Мĕн шуйтанне вăл териех пысăк çылăх тунă пулĕ эпĕр? Юрк. Ун чухне те пĕр шуйтанĕ хĕтĕртнипе анчах авланса ямарăм-и! Регули 1323. Шойтанран илес çок! Хорачка. Е, шойтан! Шу шойтанĕ!

шуйттан

шойттан, чорт. Сред. Юм. Шуйттан качака полса çӳрет, тет. (Народное поверье). N. Чипер вилĕмпе вилмен çыннăн чонĕ шуйттана каять, тет. N. Шуйтан çури ачана кĕмĕл çĕрĕ парса янă, тет. Орау. Шуйттана ăна пĕлеймĕн! Ib. Унта упа мар, шуйттанĕ те пуль. Там не только медведь, а наверное, и всякое зверье есть. ГТТ. Шуйттан та пĕр калаçаççĕ. Чорт знает, чего не говорят! Ст. Чек. Таçта шуйттана кайса кĕчĕ. Куда-то запропал. N. Вара матроссем шиклене пуçланă, хăра пуçланă. Таçта шуйттана илсе килчĕ, нимĕнпе те киле тавăрнса кураймăпăр ĕнтĕ, тесе шухăшла пуçланă. N. Шуйттан тума килет вăл. За чортом она пришла, т. е. так, зря. Шорк. Такам шойттанĕ (какой чорт) хошрĕ мана он çомне çыпăçма. || Употребляегся в бранных выражениях. Сред. Юм. Вăрăм çынна çиленнĕ чохне шуйттан кĕвенти тесе вăрçаççĕ. Йӳç такăнт. 24. Кай кунтан, шуйттан кĕвенти! Орау. Шуйттан кĕвенти вăл, пĕре çапсан лапчăтсах хурĕ. N. Ăх, шуйттан калти, çавă та путлĕ çын пулсан! (Говорят про третье лицо). N. Е, шуйтан чĕри! Те çакна çырнăран, те урăх япаларан — халĕ эпĕ лăплансах карăм пек. Якейк. Йăван шуйттанĕ хăйма çинă поль-хе! Çĕнтерчĕ 57. Шуйттан этемми, Якур! Орау. Тем шуйттан шăтăк алтса хунă кунта. Трхбл. Шуйттан чухне туса пĕтеретнем ăна! || Прозвище мужч. СТИК. Шуйттан Микити.

шукăль

шокăль, щеголь, франт; нарядно, щегольски. Икково. Вăл ача пит шокаль çӳрет (одевается франтом) Пшкрт. Шокаль çын = капăрланса çӳрет (щеголь). Б. Олг. Шокăль капăр çӳрет (форсун). СПВВ. ФВ. Чечен тăхăнакан çынна шукăль теççĕ. N. Шукăль тумланнă юлташĕсене курнă. ЧК. Шукăль Ваççа пек пĕчĕклех капăр тумланасшăн тем таринччен сикĕччĕ, пулать-кам ача! Ядр. Шукăль кантра çырас çук (девушки. Из свадебн. п.). N. Шуртан шукăль юратать, эпир шукăль пулаймарăмăр. || Жулик. N. Ай-ай, сан Ванька пит шукăль: мĕн шăхăлчине улталаса илсе кайнă. В таком смысле это слово употребляет молодежь. Старики же понимают под „шукăль“ красиво одевающихся людей, которые одеваются так, несмотря на бедаость. || Назв. киремети в овраге „Мальăм-хоçа“. Чебокс. Ăна (шокăле) асăнаççĕ нумайĕшĕ чирлесен, йомăçсене кошнă тăрах пăрахаççĕ çортасем, апат татăксем, йĕрĕхсем. Каçартăр вăл тесе мĕн осал ĕçсем тунă он омĕнче чирленĕ çын. || Назв. озера около Красного Яра (близ железнодорожного моста через Суру).

шупахи

то же, что шу хупаххи. Ядр. Турхла хĕрĕ шупахи, шупа юхса каясран эпир илсе каятпăр.

шур

шор, белый. См. шурă. Янтик. Ĕнтĕ шур юр çăвать, пушмак путать. Собр. Шур юр çине çунă шур йăлтарка, хĕртсе хĕвел пăхса та ирĕлес çук. НР. Ăрамри шур юр пĕтес çук... На улице белый снег не сойдет. Вомбу-к. Шур пренĕк. Чураль-к. Мана пичи юратать: шур ампар лартса парас, тет. Тайба-Т. Тантăш ăçта çывăрат, урам хĕрринчи шур лаçра. N. Шур кĕççĕ чăлха пустартăм; шур курнитсара çӳрес пек. НР. Уй варринчи шур хурăн... Среди поля белая береза... Альш. Ман çийĕмри шур кĕпе, арки вăр-вăр тăват-çке. НР. Кантăк çинчи шур супăн... На подоконнике белое мыло... Хора-к. Шор çăмарта тийиса шоратмасăр çиес мар. N. Çӳлĕ тусем çине хăпартăр-и, шур кĕленче чиркӳсем куртăр-и? Тогаево. Шур-шур та ульки кантăр тыллать. N. Тăп-тăваткăл минтер, çитсă вăй пит, пурте шур хуринĕн (белого гуся) мамакĕ. N. Шор сахăр пек çут атă, ăстаях-ши выртать-ши? ГФФ. Шор чăлхапа, пошмакпа. В белых чулках и башмаках. Ib. Шор перчатки, кăвак кончи ĕçпе пĕтрĕ окçашăн. Белые перчатки, синие наголенки износились в работе из-за денег. Хош-Çырми. Пĕр çавра çил тухтăр, вĕçтертĕр, аннеçĕм чĕрки çĕне ӳкертĕр, шор тоттăрпа çыхса хотăр-и. Пусть поднимается вихрь и унесет их (волосы) и уровит на колени матушке; пусть завяжет она их в белый платок ГФФ. Ларса йолма шор чол мар. И не белые камни, чтобы остаться на месте. НР. Тарăн варти, ая, шор хăйăр анчах çунă шор йор пек. В глубоком овраге белый песок, подобно что выпавшему белому снегу. N. Халăх окçипе пĕр шор лаша илеç Илья пророка пама. ГФФ. Пахчана ятăм шор питек кĕтмĕл аври солляма. Я пустил в сад белого ягненка щипать брусничную траву. Байгул. Шор кăвакал чĕпписĕм. Хош-Çырми, Шор автан сассисем илтĕнеççĕ. Слышатся голоса белых петухов. Байгул. Шор, шор, шор та хĕр, шор та кантăр тыласан, ори таппа ларайнă. Ст. Чек. Шур хĕр. Ст. Айб. Шур акаян шăлĕсем хура. (Хурткуççи). Н. Лебеж. Килеймерĕм атте-анне кăмăлне, килтĕм шур патшанăн кăмăлне. (Солд. п.). Мусирма. Хура хур ами пултăм та, хура халăха пуçтартăм; шур хурт ами пултăм та, шур халăха пуçтартăм. || Седой. N. Шурă кăвак (седой). Альш. Ăна шурă сăн (кăвак сăн) çапнă. У. Я. Шур çӳçсене тăктарчĕ тертленнĕ пуç çинчен. Ала 66°. Кинçĕм те лайăх Хĕвекла, йĕрет те макрать, качча каять, пуçăм та шурă пулми, тет. || Чистый. НР. Шор портянккă не шалккă... Чистых портянок не жалко. К.-Кушки. Мунча кĕрсе тасалса, шурă кĕпе-йĕм тăхăнса. || Светлый. НР. Шор чăланти, ай, çут часси, çапас вĕрем çиттĕр пуль. Блестящим часам, что в светлом чулане, видно, пришло время бить. || Бельмо. N. Вара ман куçсене шур илчĕ. ЧП. Икĕ хура куçма шур илтертĕм. Зап. ВНО. Ватă хĕрĕн куçне шур илнĕ. N. Ахмать куçне шур илнĕ. (Чӳрече шăнни). Кан. Асамçăсем патне чупса куçсене шăтарттаракан,— шур илтерекенсем. N. Куçне шур та илсе лартнă. N. Сулахай куçне шур илнĕ (вăкăрăнне).

шур

встр. в сочетаниях: çу-шур (масло, сало), шыв-шур. КАЯ. Тепĕр ăстарикĕ леш вăкăр илсе килнĕ çĕре кашни килтен кĕрпе-çăнăх, çу-шур, апат пĕçерме сăра хурансем пухса хатĕрлет. Шел. 151. Шыв-шурсене пурне те пĕр айĕнчен кăларап.

шуру-муру

так сказано о волке в загадке. Собр. Шуру-муру килнĕ те чики-прикине вăрласа кайнă. Çавна чамачкăсем илтсе хуçисене каланă. Хуçисем шуру-муруна хăваласа çитсе, чики-прикине илсе кайнă. (Кашкăр, сурах, йытăсем).

шуç тупанлă

с подрезами. Якейк. Çона топанне потрескă çапсан, йорăра ăна шуç топанлă çона теççĕ. ||N. Сана пасара шуç тупанлă çунапа йĕс качакапа илсе кайăп. (Обманывая, утешают детей). || Хора-к. Шуç тупанлă çул выртать.

шут

шот, счет (число, количество). N. Укçа шучĕ, счет денег. ПТТ. Вăйçăпа çăмарта çĕклекен çăмарта шутне тултармасăр пымаççĕ. N. Хут пĕлекенсен шучĕ, число грамотных. N. Кулленхи шут, текущий счет. Шурăм-п. № 19. Хăшĕ, кĕлте шучĕ кая ан юлтăр тесе, кĕлтисене тултармасăрах çыхаççĕ. Регули 1283. Шочĕпе мĕн чол тохнă, он чол парăп. N. Редакци вара хăй шучĕпе кĕнекесем кăларĕччĕ, тесе çырнă. Якейк. Ати улĕ виççĕччĕ, шот шотлама ларсассăн, шотран ытлашши эп полтăм. Ib. Хĕрсе хĕвел тохнă чох хĕр шотĕнчен кăларатпăр, хĕрсе хĕвел аннă чох арăм шотне кĕртетпĕр. Çĕнтерчĕ. 49. Эпир шутран тухрăмăр. Шорк. Шота кĕнĕ. Вошел в число, считается вместе с другими. Ib. Хĕр шотне кĕнĕ. Сред. Юм. Качччă шотне кĕмесĕрех аллантарчĕç. Туперккулёс 15. Тепĕр тапхăр этем каччă шутне кĕме пуçласан чирлеме тытăнать. N. Хĕрарăмсем, эсĕр те халь этем шутне кĕтĕр. Сред. Юм. Çôратса янă çын та шôтне толтарма. (Пôлмас çын çинчен калаççĕ). Кан. Çакăнта ĕçлеме 16 çынна рапоччи шутне илиĕ. ППТ. Унăн çуртĕнчен нихçан та чир-чĕр тухмас, ĕмĕрне çын шутне кĕреймес, теççĕ. N. Çын шутне кӳртместчĕç. N. За человека не считали, ни во что не ставили. ТХКА 22 . Эх, мухтанчăк, вĕçкĕн таракан; халăх шутне кĕместĕн; чупассипе антратрăн; пуçа каçăртса, уссине тăратса çӳренипе пурнăç пулать-и вара! Кан. 1927. Çын — çын шутĕнче пултăр, выльăха — хăйне вырăн пултăр. Ib. Ялтан Крикорйĕв лашине ватă лаша шутнех кӳртсе çырса янă. Эпир çур. çĕршыв. 16. Çак урам пирĕн урам шутĕнчех: ăна та пирĕн урампа пĕрлех Чăрăш теççĕ. Шорк. Шотран тохнă, вышел из числа, не считается. Ib. Çын шотĕнчен тохнă. Сред. Юм. Шôтран тôхнă. (Говорят о стариках, которые по старости ни на что не способны). Пшкрт. Шотран тохнă çын = иртсе кайнă çын (избалованный). Шорк. Стакканĕ ĕнтĕ стаккан шотĕнчен тохнă. Стакан вышел уже из употребления, не годится для употребления. Ib. Шотран кăларнă. Его выключили из числа..., его не считают за... Ib. Она çын шутĕнчен кăларнă ĕнтĕ. Вишн. Çапла ĕнтĕ, уйрăм çирĕм сăра курки шыв ĕçместпĕр пулсан та, хамăр ăша тĕрлĕ апат çисе, çапах çав шутран кая илместпĕр. Б. Олг. Калля килетпĕр ĕне кĕтӳ пек, шот та çок çĕмĕрĕлнĕ халăх. || Разряд. Кан. 1929. Капла пуян шутĕнчен юлсассăн пĕтетпĕрех уш. || Время, срок. Панклеи. Тепĕр эрнерен ачана киле каяс шут çитет. С. Янгильд. Микихвăрăн салтак шочĕ пĕтрĕ. Микихвăр пĕр хĕç илчĕ те, киле килме тохрĕ. Собр. Вăрман хĕрне пас тытат, тăкăнас шутпа хăй тăкăнат, пирĕн те каяс шут çитет.|| Мысль, желание, цель. Сюгал-Яуши. Ман юлташа темскер шут килсе кĕчĕ те, мана калать... Кан. 1929. Пĕрлешӳллĕ хуçалăха пĕтерес шутпа тĕрлĕ киревсĕр суя хыпарсем сарчĕç. КС. Çими пĕтнĕ тиччĕç, тырă ыйтма пыман-ши вăл? — Çав шутпала пынă пулмалла та, хăяймарĕ пулмалла. А.-п. й. 32. Сурăх таки, йăвăç тураттинчен вĕçерĕнес шутпа, сулланма тытăнчĕ. N. Шурă кайăкăн çунат çук, çӳле улăхма шучĕ çук, ӳт чĕлхенĕн шăмми çук. N. Килти шутпа — начар, кунти шутпа юрат. По-домашнему — плохо, по-здешнему — хорошо. Кан. Ман шутпа çакна тусан аван. В. Олг. Карав пăрахăç полчĕ вара çав. Авалхи шотпах порăнма полчĕ (по-старому). Слеп. Онăн хăй шочех-ĕçке-ха, каласа та ӳкĕте кĕмест. || Дело. Б. Олг. Шот полчĕ ĕнтĕ перĕн, çораçнă шот полчĕ (дело сделали, сосватали). || Значенне. N. Пĕр шутах пырать. Имеет одинаковое значение. || Завражн. Ялти теçетник шочĕпе çӳретĕр çулталăк хошши. Пусть служит в качестве десятника, пусть служит десятником. Ib. Салтак шочĕпе салтак шаловне (шалуне) илсе порăнтăр. Турх. Ăмăрт-кайăк шучĕпе чавкана чыса хунă, тет. НР. Сатри кайăк сар кайăк, кайăк шутне кам шутлать. В саду птичка-иволга, кто сочтет ее за птичку. А.-п. й. 38. Пырасси пырăп та-ха, анчах эс мана мăкариччи шучĕпе кавас ĕçтер, тет тилли. Регули 1284. Япала шочĕпе саплать. || Бгтр. Юрламасăр шут килмест. Ib. Йысна черки çут черки, шалт ĕçмесен шут килмесг. Ib. Акка курки сар курки, шалт ĕçмесĕр май килмест те саркаланма шут килмест. Ст. Чек. Апла калаçмасан капла çук, юрламасан шучĕ çук. N. Якур пит кулмалла сăмах шучĕ те каламарĕ. || Хора-к. Вонă пăт тырă полсан, пилĕк пат сотса какай ил, çав шотах ларĕ. || Сред. Юм. Ĕçне туниех çôк та çапах кайса шôтне турăмăр. Ib. Ĕçне тăвасса нăмаях туман та, çапах тунă шôчĕ пôлчĕ ĕнтĕ ô. N. Малалла кайнă шочĕ полчĕ. Было что-то вроде наступления. || Шурăм-п. № 22. Шут пĕлмен çынсене хисеплемеççĕ те, çавăнпа халь пурте шут вĕренме тăрăшаççĕ.

шута ил

брать на учет; принимать во внимание. Кан. Куна çĕр пайĕ шута илнĕ. Ib. Вĕренекен ачасене шута илсе, траххомлă çамрăксене тӳрлетме тăрăшмалла. N. Çаксене пурне те шута илсе... Принимая все это во внимание (учитывая все это).

шут-йĕр

след. Çĕнтерчĕ. 30. Шутне-йĕрне те тупас çук! Шутла, шотла, считать, исчислять, счесть. НР. Леш еккинче сакăр капан, ку еккинчен шутлатпăр. На той стороне восемь стогов, с этой стороны их считаем. А.-п. й. 99. Унтан улпут кăсйинчен пĕр кирпĕç пек хут укçа кăларса илсе шутларĕ. N. Апат укçи 1 тенкĕ те 60 пус шутлас теççĕ кунне. ГФФ. Мана савнă сар ача шотласа хонă ылтăн пек. Мой размиленький красавчик — ровно считанное золото. N. Шутласа пĕтер. Кан. Сутнинчен шутласан, ĕçлесе чăрманнине хумасан, ĕнене чĕртсе пуснинчен 25 тенкĕ те 30 пус тупăш куртăм. N. Эпир пурăнакан çĕр те, пур тĕнчене шутласан, хăяр пĕрчи пек анчах вăл. Кан. 1927. Ытти парттисенчен шутласан, коммуниссем халь иккĕмĕш вырăн йышăннă (Керманире). Сред. Юм. Ôттине те шутласа çиç ôтать. (Пит йăраланса çӳрекене, ôтайман çынна калаççĕ). N. Хăш чухне шутласа кăларма çук нумай темле хăрушă япаласем курăннă. НР. Пирĕк пек тăлăх ачасене этем шутне кам шутлать. (Ĕлĕкхи юрăран). Подобных нам сароток кто сочтет за людей. (Из старинной песни). || Думать, решить, намереваться, расчитывать. Хум. Çем. Пĕр шутласан, тĕлĕнсех каймалла. ГФФ. Кĕпе аркине хăю тытрăм, сӳтессине ан шотлăр; савса килтĕр полсассăн та, каяссине ан шотлăр. Я обшила подол рубахи лентой, не думайте ее отпороть; если вы приехалм любя, то и не думайте уезжать. А.-п. й. Йытă шутларĕ-шутларĕ те, упана та пăрахса, этемпе тус пулма шут турĕ. Янорс. Эпĕ он чохне ни хойăха, ни шотлама пĕлместĕп, а тольккă орамра ачасемпе выляса, иртен каçа çитиччен çӳреттĕм. Пшкрт. Пиччĕшсем шотларĕç: тавай ку окмакран тарас, терĕç. Янбулат. Вĕсем шотланă опăшкине ыр вĕлерме. Хир-п. Ытти ялсем те тăвас шутлаççĕ. N. Çав инкеке çĕр ĕçлесе пурăнакансем шотлама пĕлмесĕр чăтса пурăннă. ГФФ. Малаллине те шотланă, ай-ай, полсассăн... Кабы думал и, что будет впереди... || Якейк. Вăл ыранччен тăхтама шотлать-и? Согласится ли он подождать до завтра? || Выдергивать. N. Пуçлать есрел вăрманти ват йомана шотлама. || Шурăм-п. № 22. Турра шутлама пултараймастăп, мĕншĕн тесен турă пĕрех вăл, шутламаллăх çук.

шучă

жердь, шест. Актай. Чу кайăп, ява çавăрăп. (Хăмла шучă тăррине хăпарни). В. Олг. Шочă, шест. Бгтр. Çавапа вил торпасне тимĕр карта çавăрчĕç, тет те, шочă илсе ларчĕç, тет. Ib. Кăсем шочăпа çапрĕç, тет те, кăвакалтан арăм пулчĕ-тăчĕ, тет. КС. Шучĕ, длинная и, сравнительно, тонкая жердь. N. Шучă, лугошка. КС. Капан шуччи, стожар. Н. Седяк. Тырă çĕрмесрен тыр капан варне тăратаççĕ авăн йăвăç пек, çавна шучă теççĕ. СПВВ. ВА. Авăн шуччи. || Лестница. Сред. Юм. Шочă = посма. СПВВ. МА. Шуча, пусма-пурпĕр. СПВВ. ФВ. Шучă-пусма, чикмек; икĕ шăпра шăтарса, шăтăкĕсенчен урлă патак тăхăнтараççĕ, унпа хуралтсем тăрне хăпараççĕ. См. шăп.

шухши

то же, что шухăш с прит. афф. З-го л.; мысль. Утăм. Аса илсе шухши Хусан çине куçать. Байг. Качака çине кам ларас, хĕрсем ларас шухши çук.

шӳрет

заострить, сделать остроконечным. Изамб. Т. Шалçан пĕр пуçне шӳретеççĕ. М. Сунч. Вара пĕр çăка касса илсе пĕр вĕçне шӳретсе çĕре çапса лартаççĕ. || Оттачивать, чинить (карандаш). Тайба-Т.

шăкăр-шакăр

подр. разнообразному стуку. СТИК. Чашкă-кашăксене эсĕ пĕрте тирпейлĕ çумастăн-ĕçке, шăкăр-шакăр тутаркалан, çаплипех пăрахан (деревянные ложки и чашка стукаются одна о другую). Сред. Юм. Шăкăр-шакăр! – стук каленьких твердых предметов. Ib. Кĕленчесĕм пĕр-пĕрне пырса çапăнсан шăкăр-шакăр тăваççĕ. N. Çăпалисем шăкăр-шакăр, шăкăр-шакăр тесе пынă, тет. Сред. Юм. Сӳс тӳнĕ чôхне кисĕпсĕм пĕр-пĕринпе лексе шăкăр-шакăр тăваççĕ. Альш. Ача-пăчасем шăкăр-шакăр тăваççĕ. СТИК. Мĕн шăкăр-шакăр сасси çавăнта, ачана вылямалли илсе пани? КС. Качакасам вылянă чухне мăйракисемпе шăкăр-шакăр тутараççĕ (задевая рога за рога). || Ветхий. Утăм. Кивĕ, хăрак, шăкăр-шакăр кимĕсем пĕр-пĕрин çине пырса перĕнсе пăр! каяççĕ. N. Шăкăр-шакăр вут сыппи ĕне ури айĕнче. СТИК. Аякки пĕрчисем шăкăр-шакăр (говорится о тощей лошади). || N. Мелкий. Ма хăвăрт килетĕн уявран? — Эй, шăкăр-шакăр ачасем анчах унта. Альш. Ачи-пăчине, шăкăр-шакăрне пуçтарат та килелле тухат (уезжает). || Сред. Юм. Эп ĕçлеме пăрахăр теччинех шăкăр шакăр (показывает скорость действия) пăрахса ларчĕç. || Ссора. N. Аван пурăнăр, шăкăр-шакăр ан пултăр.

шăл

мести, подмегать. Хурамал. Алăкăрсен умне шăлса тытăр панулмисем кустарса выляма. Почаще метите у себя на дворе, чтобы катать яблоки. Лашм. Шур пӳртĕр умне шăлса тытар панулми кустарса выляма. ЧП. Шурă пӳртсем умне шăлса хурăр. Б. Олг. Кил хошшия шăппăрпала шăлса тасатас. N. Кунĕпех урай шăлтăм (мел весь день). Урмай. Карчăкĕ пĕре урай шăлса пынă чух пĕр пăрçа пĕрчĕк тупрĕ, тет. Сем. соч. Вăл ачасен (так!) тула тухса кайсанах, тешурни шăпăр илсе урайне шăлса каять. N. Качака: урампа тапăп, мăйракампа сĕкĕп, хӳремпе шăлăп, тесе калать, тет. N. Шăлсан шăлса ямалла мар, çĕклесен çĕклесе пăрахмалла мар, вăхăт çитсен хăех каять. (Мĕлке). Хош-Сырми. И посрĕç те лартрĕç стул çине, и хырчĕç те пăрахрĕç ман çӳçме, и шăлчĕç те пăрахрĕç çӳп çине. Поставили стул и посадили меня, сбрили они мне волосы, вымели и выбросили их на сорную кучу. Б. Олг. Тавай çак арпая йĕтем çинчен шăлса пăрахăпăр. Сред. Юм. Кô ыраш тăпраллăрах пôлин те, пĕрлех шăлса яр, кайĕ-ха ертел çинче хотăшса. А.-п. й. 55. Анкартинчи сар кĕлетри ырçаран мана шăлса пуçтарчĕç. N. Шăлса кăлар (в печке выметать). НТЧ. Вутти пулсан кăмакине шăлса кăларать те, хай пашалусене, юсмансене пĕçерме кăмакана хывать. || Мыть, чистить. В. Олг. Эп ампар ом шăлас тетĕп вĕри шупа. N. Ялта халăха пуян куштансем хăйсен аллинче тытнă, тĕрлĕ çук законсем хăратса пурăнна; уясра вĕсене улпутсем шăлнă. || В переносном смысле. Орау. Аванах шалтăм! Хорошо поел (чего-нибудь лакомого). Сред. Юм. Ĕнер эпир пôшара карăмăр та, пĕр ôрама çиле май шăлайса тôхса кайрĕ вит. ЧС. Вирĕм тумарĕç те, выльăхсене мур шăлса кайрĕ. || Вытирать, стереть, обтирать, утираться. Пухтел. Тенкел çине шăл, сотри со стула. N. Шăлса ил, обтереть. N. Пылчăкĕсене шăлса илме тарай тутри пулмарĕ. Альш. Саккăрăн-саккăрăн килтĕмĕр те сакăр хаклă тухйипе сак çи пусса шăлтăмăр. ТХКА З0. Тăхти, эсĕ ирхине-каçхине пит çусан, апат çисен, апат умĕн аллуна çусан, эпĕ сана хăвна панă алшăллипе пите-куçа шăл вара. Ман алшăллипе ан шăл, тет ман карчăкăм. О сохр. здор. Пурте пĕр алшăллипех шăлаççĕ. Собр. Пĕр алшăллипе иккĕн шăлсан: вăрçать, теççĕ. СЧУШ. Иккĕн пĕр алшăллипе шăлсан, иккĕшĕ часах вăрçă кăлараççĕ. Юрк. Хăй çав вăхăтрах арăмĕнчен чăвашла калаçса чышкисене шăлма тасарах алă-шăлли илет. КС. Туттăрĕпе мана питрен шăлса илчĕ. Она провела мне по лицу платком. || Замазывать. О сохр. здор. Пӳрт чӳречисене, алăксене йăлт шăлса питерес пулать. Баран. 158. Çурт-йĕр таврашне вĕсем çинçе пĕренерен туса, тăм шăлаççĕ, тулашĕпе шалашне пурпа шуратаççĕ. N. Тампа шăл, мазать глиною. N. Кăмакана питĕрсе тăнпа шăлсах хучĕ (во время „çип хутни“). КС. Кăмака шăл, обмазывать глиною. Ib. Кăмака шăлмалла-ха пирĕн, ытла кăмака тĕпĕсем катăлса пĕтрĕç. Ст. Чек. Кăмака питне шăл. || Заметать (о снеге). N. Çула шăлса кайнă. Дорогу замело (занесло снегом). N. Çула юр шăлса кайнă. Баран. 41. Такăр çула юр шăлса кайнă; çуран çӳрекен сукмака лаках шăлса тултарнă. СТИК. Тăман çула чист шăлса лартрĕ (замело дорогу). Орау. Çула шăлса лартнă кĕçĕр (передуло). Сятра. Çол орлă шăлса лартса та, çолĕ çĕтсе. Подл. Шигали. Аслă çулсем çине юрсем шăлнă (замело снегом). Сред. Юм. Хĕллехи çола тăман шăлать. Зимою дорогу буран заметает. N. Çула йăлт шăлса тухнă, лаша чĕркуççи таран путса пырать. Баран. 86. Кунта ăлавсене шăлса кайни те пайтах пулкалать. Кн. для чт. 10. Пĕчченех ларать çав ял, унти çынсен пӳрчĕсене тăман шăлса кайнă. РЖС. З. Çав çĕрхине хулари çуртсене тăманпа шăлса кайна, урамсене юр вĕçтерсе тултарнă. Ст. Чек. Йĕтеме юр шăлса кайнă (замело). N. Юр шăлса лартать. N. Кӳлле йор шăлса лартнă. N. Кун усал, юр çăвать те шăла-шăла лартать. Нюш-к. Малтанхи юр çĕр çумĕнчен шăлса çусассăн, выльăх хĕнерсĕр (начар) пулать. || Гладить (напр., по голове), приглаживать. ГФФ. Куç умĕнче атте çук, пулсан та пуçран шăлас çук. Нет у меня здесь родимого батюшки, а если бы он и был, то не погладил бы меня по головушке. И. Тукт. Ульяна хăйĕн савнийĕн юнланса пĕтнĕ çӳçĕсене ик аллипе те шăла-шăла якатрĕ те, ăна сивĕнсе кайнă тутинчен чуптуса илчĕ. Ал. цв. 4. Вăл хăйĕн юратнă хĕрне чуп-туса, ачашласа, пуçĕнчен шăлса калать. Юрк. Куçăмран пăхрĕ, пуçăмран шăлчĕ; пуçăмран шăлчĕ, пуçма çавăрчĕ. С. Айб. Салтак патша ывăлне пуçĕнчен шăла пуçларĕ. НТЧ. Хăй пĕр курка шыв ăсса илет те, хур пуçĕ тăрăх шăла-шăла (гладя) ярать. ТХКА 121. Яка пуçлă усламăç мăн сухалне аллипе шăлса илет якатса. Собр. Пăттине çисе пĕтерсен, хырăм тăрăх шăлтăмăр, çаплах куçĕ выçă пулчĕ пирĕн. || В переносном смысле. Сам. 70. Шăлнĕсене вăл шăлать, вырма йăпатса.

шăлвĕр

то же, что шăл вĕрри. Сунчел. Кĕтӳрен килен шăлвĕр ĕне сĕтне суса илсе сахăр ту.

шăлне

его младший брат. КВИ. Анчах шăлнĕ укçине хăйĕн айне хурса ларнă. Ib. Пиччĕш хăйĕн шăлнĕне чиксе хучĕ укçашăн. N. Верук икĕ шăлнĕпе йăмăкне çырлана илсе кайнă.

Шăмар

сердиться, намереваться укусить, откидывая уши назад (о лошади). СПВВ. ФВ. Лаша хăмсарнине шăмарат теççĕ. Ятник. Ц. Лаша шăмарать. Лошадь готовится укусить. Городище Б. Лаша шăмарать. Лошадь пытается укусить (кого-либо). Ау 11. Вăл ăна тытма пырĕ, ку тыттармасăр шăмара-шăмара аякка илсе кайĕ. Хорачка. Ут шăмарат, хăлхине калла пăрахат (сердится). Орау. Çав путсĕр лаша пек шăмарса çӳрекен хĕрарăма ман курас килмест, терĕ. Кан. Кулаксем хăйсен лашипе пулăшас вырăнне шăмарса юрăхсăр сăмах калаçса та пулин ĕçе чарасшăн. || N. Кушак шăмарать, кошка фыркнула. Яндоби. Пирĕн саканче хулхасене шăмарса çӳрекен пур. (Кушак-кайăк). || То же, что шăмал. Городище Б. Çанталăк шăмарать. Погода клонится к ненастью.

-шăн

послелог: за, из-за, для, ради и т. д.; пишется слитно с тем словом, которым управляет. См. -шĕн. КС. Маншăн ал пус. N. Михала пичишăн та салам яратăп. Юрк. Вĕсем (они) паян саншăн пулĕçĕ, ыран маншăн, тепĕр кунне тепĕриншĕн. Ib. Хулари ывăлĕ Карачăм патне час-часах укçашăн (за деньгами) кайса килеççĕ. N. Мускав хуçисем, панкăрут пулнă çыннисем патне укçашăн килсен, нимĕн те илейместчĕçĕ. N. Хăяршăн анчак кайрăн-и? Регули 1093. Вотăшăн кайни анчах. Чăв. еп. пур. З2. Çыншăн сывлăхран хаклă япала çук. Альш. Пĕр-ик çавра юрăсем юрласшăн хăвараймăп сирĕн те кăмăлра. N. Ху мана юратнăшăн та пулин ăна асту, лайăх пăхса усра. Урмай. Çакă ялăн çул вăрăм, çул вăрăмшăн килмерĕмĕр, хĕр вăрăмшăн килтĕмĕр. N. Пуç ыратнăшăн амаль илсе килтĕм. || С будущим причастием составляет форму супина и обозначает намерение и цель. Регули 273. Эп паян каясшăн марччĕ. N. Вуласшăн, намереваться читать.

шăналла выляни

назв. игры. Çĕнĕ Кипек. Шăналла вылянă чухне арçын ачасем анчах выляççĕ. Шăналла выляс пулсан, пĕр патака (шăна юпи тиекенскерне) тăршшине пĕр аршăн яхăн хăварса, çĕре çапса кӳртеççĕ те ун çине шăнине лартаççĕ. Вăл шăнана ак çапла тăваççĕ: пӳрне тăршши яхăн патакĕн пĕр пуçне шĕвĕртеççĕ те çав шĕвĕр пуçĕнчен çуррине яхăн картаççĕ, вара шăна пулса тăрать. Вăйине тапратас умĕн пурте, кам выляс тиекен, пĕр туя çинче шăпа яраççĕ. Камăн алли аяла юлать, çав вара хуралç пулать. Унтан вара хуралçи шăна юпи патĕнчен пурне те чикĕсем виçсе парать те аякалла кайса тăрать. Лешсем туйисемпе пемех тытăнаççĕ вара. Шăнине персе ӳкерсен, хуралçи уна каялла илсе хурать юпи çине. Перекенсен туйисем персе пĕтнĕ пулсан, шăни ӳксенех, часрах туйисене илме чупаççĕ; персе пĕтмен пулсан, переççĕ. Перекенсем туйисем патне чупнă чух, хуралçи часрах шăнине лартать те, пĕр чиккине йышăнса тăрать вара. Перекенсенчен хăшĕ кая юлать, çав хуралĕç пулать. Тата çав вăхăтрах хуралçи шăнине час лартаймасан, перекенсем часрах хăйсен чиккисене тăраççĕ те, хуралçи вара каяллах хурала юлать. Хăш чухне ак çапла пулать: перекенсем туйисене йăлт персе пĕтереççĕ те юпине тивретимасăрах юлаççĕ. Çавăн пек чухне хуралçине пит аван пулать: лешсем туйисем патне чупнă чухне, вăл йăпăрт анчах пĕр чиккине йышăнса тăрать. Лешсенчен хăшĕ кая юлать, çав хуралĕçе юлать. СТИК. Шăналла выляни — игра в мухи. Ставят кол, к колу приставляют чурку и издали палками кидают в этот кол.

шăнкăрт

подр. короткому, несложному, туповатому металлическому звону при более слабом звуке, чем „шанкăрт“; подр. звонкому падению предметов. См. МКП 4З. Тюрл. Шăнкăрт эп он сĕтелли çине кăларса хотăм. N. Курки кусса пырать-çке, укçи шăнкăрт тăвать-çке. Хурамал. Шăнкăрт турĕ. Стукнула (металлич. вещь). Шарбаш. Шăнкăрт ярăп, топпи çарăк. (Алăк питĕрни). К.-Токшик. Шăнкăрт ярăп, топи çарăк. (Алăк çĕклетни). Кан. Хăй йăпăр-япăр çĕпрене туртса илсе укçине шăнкăрт! кăларса пачĕ. А.-п. й. 5З. Кашкăр йĕпăр-япăр тăпсакайне анса кайрĕ. Йытти сакай алăкне шăнкăрт хупса хучĕ те, пăс кăларса вĕрме тытăнчĕ. Абыз. Ах тур-тур, ах тур-тур, мĕскер чиксе каям-ши, каям-ши, пăхăр укçа чикем-ши те, шăнкăрт-шăнкăрт теминччĕ те, унтан намăс пулминччĕ. Ой-к. Шăнкăрт кайăк, тупи çарăк. (Алăк çĕклетмелли) || Совершенно. Тюрл. Шăнкăрт уяр. Совершенно ясно (о погоде).

шăнкрав

колокольчик. См. шăнкăрав. Н. Яха-к. Синьял. Йăс шăнкрав пек сассăм пур, купăс майĕпе çаврăнать. ГФФ. Мăшăр шăнкрав кам çакать? Кто вешает пару колокольчиков? Ib. Мăшăр та шăнкрав çакас мар... Не надо вешать пары колокольчиков... Коракыш. Хура пĕкĕ кăмăлне йĕкĕр шăнкрав çакрăмăр. Пазух. Хура пĕкĕ кăмăлне пĕр пар шăнкрав çакрăмăр. М. Сунч. Ун чухне юмăçсене турра йăлăннă пĕк йăлăнатчĕç, вĕсене юмăç пăхма тесе шăнкравпа илсе çӳретчĕç. Ст. Чек. Ан янăраттар шăнкрава, хăлхана çурат.

шăп

жердь. Тюрл. Шăппалан карта тытатпăр. N. Шăп çине йăванса кайса тăрăннă янах аяккинчен. СПВВ. ФВ. Шăп = шерте, шалча пек вăрăм. ЧС. Пире халăх (на пожаре): ача-пăча ахаль тăриччен хуть çак шăпсене сĕтĕрĕр, кайран вута хутма юрĕ, терĕç. Сред. || Юм. Итемре шăппа ôлăм çĕклесе пыраттăмăрччĕ, хыçалтан çĕклесе пыраканни шăпне лат пăрахрĕ, алла пит ыраттарчĕ. Ib. Итем варĕнчи олăма пĕр çĕре пуçтарсан, шăппа çĕклесе илсе тохса каяççĕ, она вара: пĕр шăп çĕклесе тохнă, теççĕ.

шăр

щель на дереве. См. шăрă. Хурамал. Йывăç ӳссессĕн айăккинче алă кĕмелле шăтăксем пулаççĕ, çавсене йывăç шăрĕ тесе калаççĕ. N. Шăр илсе, заросши (о ране на дереве). Чутеево. Шăр илсе кайнă (о дереве). N. Йывăç хоппине шăр илсе каять. Питушк. Йывăçа шăр полать портăпа кассассăн, питĕрĕнме шухăшласа пырать. Хорачка. Шăр моклаки, каряга. || N. Ӳте кассан, шăр илсе каять (заростает). N. Пăртак пурăнсан, унăн суранĕсем пĕтĕмпех тӳрленнĕ, шăр илсе ларнă. || Слой.

шăрштар

то же, что шăрăштар, шăршăнтар. Карамыш. Сред. Юм. Катка пит хавшаса кайнă пирĕн, шыва илсе кайса шăрштарас пôлать. Ib. Паян пичке илсе анса шăрштараччĕ халĕ ôлă.

шăтăк

щель, отверстие, дыра; нора, берлога. Капк. Алăка питĕрнĕ. Ăçтан кĕме пултарĕ-ха? — Шăтакран.— Мăн чĕрчун кĕмелĕх шăтăк пулсассăн, пирĕн хваттер сивĕ пулĕччĕ. Сивĕ мар-çке! А.-п. й. 68. Кĕлет алăк айĕнчи кушак шăтăкĕнчен шăвăнса кĕчĕ, тет те, шалалла, çăвăх ырçи ăшне кĕрсе ларчĕ, тет. N. Ман кутăм çап-çутă. (Кĕмĕл шăтăкĕ). N. Кăмака шăтăкĕ, печурка. Орау. Манăн халь те пыр шăтăкĕ тулчĕ ĕнтĕ, урăх анмасть. Мне уж в глотку не лезет. N. Çанă шăтăкĕ, пройма. N. Вал шăтăкĕ, вĕрен шăтăкĕсем, вĕт кĕрпе шăтăкĕ, кĕрпе сăмсипе хывăх шăтăкĕ, кĕрпе çăнăхĕ шăтăкĕ, кĕрпе шăтăкĕсем, çил шăтăкĕ, çу ямалли шăтăк, вăта çĕрти чул шăтăкĕ, хывăх шăтăк, шултăра кĕрпе шăтăк — кашта шăтăкĕ, шăрт шăтăкĕ. Якейк. Çĕлен шăтăка çимен конче кĕрет. Оп. ис. ч. 1. Ку шăтăк çĕлен пурăнаканскерех-ха. Это, смотри, змеиная нора. А.-п. й. 61. Çĕлен-калтасем, ниçта кайса кĕреймесĕр, ăçта шăтăк пур, çавăнта кĕре-кĕре пытанаççĕ. Ib. 14. Акă пĕррехинче вăл хăй шăтăкĕнчен тухрĕ те, кама та пулин хирĕç пулмăп-и-ха тесе, вăрманпала утса çӳрет. Ib. 19. Ула йытă малтанах хăйĕн çĕвĕ тусне упа шăтăкĕ патне ертсе кайрĕ. Лап-к. Çитсен кашкăр шăтăк турĕ, тет, сат картине. А.-п. й. 34. Аякрах та мар пыракан тилĕ вăшт! анчах чăмать пĕр шăтăка. Ib. Пăхаççĕ: сăвăр шăтăкĕ. Пуçлаççĕ хайхисем чавалама çак шăтăка. 93 çул 80. Ăна хăма çине хунă, пуçне мăй таран шăтăк ăшне чикнĕ. Могонин. Çырмасене, шывсене, шăтăксене, тăвайккисене усал илнĕ. N. Витĕр-витĕр темиçе шатăк пулса пĕтрĕ. Янтик. Шăтăк аяла аннăçеммĕн тăвăрланать, çӳлелле ухнăçеммĕн (= улăхнă çемĕн) аслăланать. П.-Пинерь. Шухăшламасăр: тарăн шăтăка тухăп, тесе, ан сик. Н. Лебеж. Шалçине лартрăм, шăтăкне туртса илтĕм. (Загадка). N. Çӳлте те шăтăк, тĕпĕнче те шăтăк, варринче вут. (Сăмавар). Орау. Ку шăтăка тултарса тӳрлетĕр. Заровняйте яму. Ib. 37. Пырать пĕр хăмăр тилĕ йăпăртатса вăрманпа. Ун çулĕ çине сунарçă шăтăк алтса хунă пулнă. А.-п. и. 77. Пĕр йăвăç тĕмĕ айне пысăк шăтăк алтрĕ те, арчана тĕртсе йăвантарса ячĕ. Выкопал яму под одним деревом и скатил в нее сундук с нуждой. Орау. Нушникĕн шăтăкĕ питĕрĕннĕ те, çӳлтен юхса анакан шыв аялти хутри хăваттирсене тухса пĕтĕмпе шыва янă. || Могила. ТХКА 73. Анне мана: ачам, эпĕ вилеп, ман шăтăк çинчи тăпрана пырса тӳрлет вара эсĕ, тет. КВИ. Вилнисене пуçтарчĕç. Шăтăк чавма тытăнчĕç. В. Олг. Шăтăк алтма каятăп. ЧС. Çутăлсан вара хăшне шăтăк алтма ячĕç, хăшĕ тупăк тума тытăнчĕç. || „Преисподняя“. Кан. Шăтăк тĕпне анса каях хăвăн кавалериюпа. В. Олг. Таста шăтăкра порăнат вăл. N. Укçасăр манăн çта шăтăка каяс-и? Ск. и пред. чув. 46. Ăçта шăтăка тарчĕ Микита. Юрк. Пĕчĕкçĕ кăна пуркăм пурччĕ, илсе кĕрсен акă çакăнта хурсаттăм, таçта шăтăка çухалчĕ. || N. Малти шăтăк. || Ямочки при игре в шар. СТИК. || СТИК. Ку укçа шăтăксене саплама та сахал, эсĕ пуйрăн тесе тăратăн. Шăтăка саплас тени парăма тӳлес тени пулать. || Дырявый. Каша. Шăтăк-шăтăк шăналăк, шăна кĕмин — лайăхчĕ. ЧП. Шăтăк кимĕ килет. Юрк. Çĕнĕ сăмавара шăтăк сăмавар тетĕн, ак кунтан тултар. Ск. и пред. чув. 77. Каларĕ вăл еррипе карчăк енне çаврăнса: çамки шăтăк — хупăнмĕ, чĕри татăк — сыпăнмĕ. || Переносно — с изъяном, глуповат. N. Он тăрри шăтăк. Капк. Шăтăк тӳпеллисем пирĕн ĕмĕре çитеççĕ-ха. N. Унăн хăлхи шăтăк (глуховат). Ала 30. Çакă ял çулĕ шăтăклă, çул шăтăкне пĕлмерĕмĕр, хĕрĕ шăтăкне пĕлтĕмĕр. || Кружева. Начерт. 203., Шибач., Икково. КС. Шăтăк илтĕм. См. шăтăкла.

шăтăклă

в дырьях, с дырьями, дырявый. Сĕт-к. Ах, ах! Аххăм карти хыçĕнче лăпсăр-лапсăр хĕр ларать, арки вĕçĕ чăнтăрла, чĕччи тăрри шăтăклă. || С отверстием. Ала З0. Ай, ули Якку пур, шăтăк тесе ан кала, шăтăклă шăрçа çĕрте выртмасть, эпир ăна пĕлместпĕр, çавах илсе каятпăр. || N. Шăтăклă йывăç — см. арман. || Çатра-Марка. Йысна кăмаки — шăрçа кăмака, шăтăклă çăккăр пĕçерет. Печь у нашего зятя — бисерная, она печет пухлый хлеб. Изамб. Т. Ул (кăймак) капăртма пек хăпарса шăтăклă пиçмест. || Узорчатый, с узором „шăтăкла“. ЧП. Кĕпи умĕ шăтăклă. N. Ах, аппаçăм Настаççи, виçĕ пĕрчĕ йĕтĕнрен кĕрӳ кĕпи кăларчĕ, вăл та пулин шăтăклă (узорчатая, кĕрĕ çĕклесе тунă, в песне хвалят невесту). N. Шăтăкла кĕпе, узорчатая рубашка. N. Шăтăкла тотăр, платок с „шăтăкла“. Шишкин. Шăтăклă тотăр пăхма чипер, поçа çыхсан поç корнать, алла тытсан ал корнать. Икково. Шăтăклă тоттăр шăрçа пек: поçа çыхсан çӳç корнать, алла тытсан ал корнать. Батыр. Шăтăклă тĕрĕ, узор, вышитый по выдергу (русск. „вырезы“).

шăтăр-шатăр

подр. разнобразному и довольно грубому треску. Тюрл. Шăтăр-шатăр туса çунать. СТИК. Кăмакана кĕлте чикрĕм те, шăтар-шатăр туса карĕ (вспыхивавие соломы). А.-п. й. 44. Вĕсем пырсанах, улăм çиме тапратĕç,— çавăнпа шăтăр-шатăр тунине илтсессĕн, эсĕ шаларах пытан. Трень-к. Пăхатпăр, ним те курăнмасть, тĕттĕм, ачасем улмана шăтăр-шатăр тутарса татни анчах илтĕнет. Сред. Юм. Пырса кĕтĕм пĕр çĕре, ниçтан тухма та çук; хăвăртрах пĕр чартакне шăтăр-шатăр хуçатăп та тôхса утăнатăп часрах. 93 çул, 57. Хупăрлакансем çапнăран арча шăтăр-шатăр! тутарнă. N. Шыв тулса улăха тухса каять. Шăтăр-шатăр тутарать те арман пĕвине илсе каять. N. Шăтăр-шатăр тутарать (арçури). КВИ. Чӳхенеççĕ хумсем, çил улать, шăтăр-шатăр юпа авăнать... Играют волны, ветер свищет, и мачта гнется и скрипит. Альш. Акă çул çинче пĕри пырать чуптарса, шăтăр-шатăр, шăтăр-шатăр тутарса. Вот один из них скачет по дороге, стучит и гремит. || В переносн. значении. N. Вăл пит шăтăр-шатăр. Сред. Юм. Кил тенинче пĕр те шăтăр-шатăрсăр иртмест ô. В доме без всяких неприятностей не бывает.

шăха

ручка ножа? И. С. Степ. Чăвашсем 22. Вăл тухатмăшсене тытма та пушкараççĕ, тет. Анчах пит эмел кирлĕ, тет, çимĕк каç масар çине кутлăхсăр хăмăт, малти урапа тĕнĕли, шăхасăр çĕçĕ илсе улăхма кирлĕ, тет.

шăхăр

свистеть. N. Такшин шăхăрать. Кто-то свистит. ГФФ. Торти те толли тор лаши, шăхăрмасăр шыв ĕçмест, алламасăр сĕл çимест. Гнедая сытая лошадь не пьет воду, пока не посвистишь, и не ест овса, пока не просеешь. N. Сумасшедшая всю ночь ходила „шăхăрса“, грозя сжечь. Юрк. Пăхăсăн, çав шăхăрса пыракан кулли хăнчен çухрăм ытла аякран иртсе кайнă. А.-п. й. 70. Пӳрнеске хăвăрт кăна кашкăр хăлхи ăшне кĕрсе ларать те шик! шăхăрать. Ib. Пӳрнески хытăран хытă шăхăрать. Ib. 71. Пӳрнеске кашкăр хăлхи ăшĕнчен ши-ши! шăхăрса ярать. Ib. Кам шăхăрать унта? — тесе каялла çаврăнса пăхать хуçа. Анчах Пӳрнески шăхăрма чарăнать. Кăшт кайсан, Пӳрнеске каллех шăхăрса ярать. Цив. Тула çĕрĕ илсе тух та, çавăн витĕр мĕн калас сăмахна каласа шăхăрайăр, вара эпĕ хамах килĕп. КС. Çил шăхăрса вĕрет. N. Сан çинче вара хурлăхлă çил анчах вĕретчĕ, усăсăр иртнĕ кунçулшăн шăхăрса йĕретчĕ. Дик. леб. 48. Вĕсен витĕр çил шăхăрса уласа анчах тăнă. КС. Кĕркуннехи вăйлă çилсем шăхăрса вĕреççĕ (в отверстиях и пр.). Ib. Пĕр пулькки шăтăк пулмалла: шăхăрса карĕ. N. Пулĕсем шăхăрса тăраççĕ. N. Шăхăрса ларать (о здании). Чуратч. Ц. Унччен те пулмарĕ, пуç минресе шăхăрса ячĕ, куç тĕтреленсе карĕ, трупаран мĕлле тĕтĕм тухать, çавăн пекех куçран кăвак тĕтĕм тухнă пек туйăнчĕ: Карачăм пенĕ те, мана туйи пуçранах тивнĕ. Ст. Чек. Вут шăхăрсан, хăна килет, тет. Никит. Хуран шăхăрсан — хуйăх пулать. (Примета). Слакбаш. Çуна шăхăрса пырать. Полозья саней как бы издают свист. || Емельк. Шăхăрать, смекает, понимает. Тайба. Шăхăрса çитеймен, не понял. Орау. Сăмаха час шăхăрса илеймест. Ст. Чек. Шăхăраймас, не догадывается, не понимает иносказательных выражений, намеков. Орау. Вăлтса каланă сăмаха час шăхăрса илмелле мар. Икково. Холха шăхăрмасть (плохо слышит). || КС. Шăхăрса юлчĕ, прозевал, остался с носом. N. Шăхăрса юлас марччĕ. Как бы не прозевать, как бы не проворонить. Яргуньк. Шăхăрса килет, идет ви с чем (не получив того, чего хотел). || КС. Шăхăр Йăван, глупый человек.

шĕвет

разжижать. N. Шыв ярса шĕветне ĕне сĕчĕ. Ст. Чек. Пыл илсе каяççĕ те, лере çăлран шыв исе шĕветеççĕ. || В переносном смысле. Сред. Юм. Лаша котне оншĕн шĕветсе çӳресси çок. За такую пустяшную вещь не стоит и лошадь запрягать. N. Лаша кучĕ шĕветсе çӳрет (ахаль çӳрет). Ст. Чек. Ашшĕ пурлăхне шĕветрĕ. || Обманывать?

шĕвĕрт

сделать острым, остроконечным, заострить. Бгтр. Кĕпер çине çитсен, пилеш патаксене шĕвĕртрĕç, тет те, çĕре чиксе хочĕç, тет. Орау. Ĕлĕк çынсене шĕвĕртнĕ юпа çине лартса асаплантарнă (сажали на кол), тет. N. Лашине шĕвĕртнĕ, сделал тощею, костлявою (или: сăрăхтарнă). Кан. Лаши сасартăк иртсе каякан пăрахут сассине илтсе, пĕр самант хăлхине шĕвĕртсе тăратрĕ те, шур пӳртелле кĕрсе каякан хăйĕн çамрăк хуçи çине пăхса юлчĕ. || Точить. N. Кăранташ шĕвĕрт-ха. || Обманывать, надувать. Икково. Шĕвĕртсе хăвартăмăр. Ib. Шĕвĕртрĕмĕр вĕсене. Мы их обдули, надули. КС. Çав тарçă хуçине шĕвĕртсе хăварчĕ, надул. N. Мана ахалех шĕвĕртсе хăвараççĕ. Капк. Икровсем шĕвĕртсе хăварма та пултарĕç. Орау. Ачана шĕвĕртсе хăварчĕç, обманули. Кан. Шĕвĕртсе эрех илсе пыраççĕ те, килте хаклă хакпа ярантараççĕ. || Поощрять чему-либо. (“В результате своих поступков пускающийся на поощряемое может оказаться в комичном положени“). Городище Б.

шĕлвĕр

то же, что шăлвĕр. Сунчел. Кĕтӳрен килен шĕлвĕр ĕне сĕтне суса илсе сахăр ту.

шĕчĕ

то же, что шерте, жердь. ЧС. Вĕсем вара, хай илсе пынă шĕчĕсемпе çумккана тарăн çĕртен ăшăк çĕререх кăларас тесе, шыва пăлхата пуçлаççĕ.

шĕшкĕ

орешник. В. С. Разум. КЧП. Шĕшкĕ йывăç хумханать сар мăйăрне тăкасшăн. А.-п. й. 47. Тилли каялла çаврăнса пырать те, шĕшке туя хуçса илсе, тытăнать кашкăра ăшалама. А лиса возвратилась обратно, отломила. орешник, взяла волка за хвост и ну стегать его по спине. || N. Шĕшкĕ чухне авмасан, юман пулсан аваймăн. (Послов.).

штав

штоф. Сред. Юм. ЧС. Пĕр штав эрех. Чăв. й. пур. 190. Хупахран мана валли пĕр çур штав эрех илсе кил. Янш.-Норв. Вĕсем унта пĕр витре сăра, тата çур штава яхăн эрех илсе ĕçсе çиеççĕ.

навос кăмпи

назв. гриба. Торп-к. Ст. Чек. Навус кăмпи, нижняя сторона шляпки — черная (в пищу не употребляется). Янтик. Пирĕн йысна кукша пуç, çĕлĕкне илсе пăхсассăн — навус çинчи кăмпа пек. Якейк. Навос кăмпи навослă çĕрте çитĕнет; вăл кампайăн шал ен хăмăр, тул ен шорă, тони пысăк, ытла çӳллех мар, ăна çиеççĕ (повидимому, это шампиньон).

наччасра

в короткий промежуток времени, живо, быстро. Юрк. Пĕр наччасрах чунне илтĕмĕр (умертвили его). Альш. Сиккипе (вскачь) наччасра çавăрăнса килчĕ, тет, кӳлĕ тавра. Ерех 5. Наччасра пĕр четвĕрте хучĕç те, пуçĕсем хĕрсен, татах эрехе хĕрте пуçларĕç. N. Кăшт-кăна ан пăх, наччасрах (сейчас) мĕн те пулсан илсе каять.

Никĕс пăтти

назв. моления с кашей при заложении фундамента дома. Магн. М, 108. НАК. Никĕс пăтти. Пӳрт лартнă чухне вĕсем (чуваши) никĕсне чипер вырнаçтарса лартса çӳлелле виçшер йӳн (пĕрене) хурсассăн, çавăнта пӳрт варĕнчех пăтă пĕçерсе, турра: çак çĕнĕрен лартакан пӳртре пур семьепе чипер килĕштерсе пурăнмалла тутăр, тесе, хăнахăнăрпала, пĕлĕш-тантăшпала чипер ĕçсе çимелле пултăр, тесе, кĕл-келесе çиеççĕ. Çавăнпа вĕсем пăттине çиме йăлти çынсене пурне те чĕнеççĕ; тата, ăрамра кама курнă, ăна чĕнсе кӳртеççĕ. Çав никĕс-пăттине çиме пыракансем хăйсемпе пĕрле е укçа, е парне илсе пыраççĕ. Парнепе укçа илсе пыманнисем кучченеçсем пĕçерсе илсе пыраççĕ.

нимĕн

(н'имэ̆н'), ничто, ничего. Юрк. Нимĕн тума пĕлмесĕр каллех Алекçейне хăй патне чĕнсе илет. N. Вăл нимĕн те мар: хутаç хутаçах, сурпан сурпанах, тӳре мар [пишущий смешивает тӳрĕ (nom. dactonis), тӳре судья]. Юрк. Пӳрчĕ çуннине курсан, хăраса, ни сӳнтере, ни кăшкăра, нимĕн тума пĕлмеççĕ. Ib. Ку çапла ӳсĕрĕпе килте çук япалана, сутăн илменнине ыйта пуçласан, нимĕн калама та аптăрат. Баран. 87. Нимĕн тăвайман енне, ямшăк лаша таврашне тӳрлетсе çӳрет. N. Нимĕн мар айăпшăнах сана военный сута пама пултараççĕ. N. Халĕ вĕсем пĕри те нимĕн тума пĕлмеççĕ. Сборн. по мед. Вăл тĕле йĕппе чиксе пăхсан, нимĕн чухлĕ те ыратмасть. Альш. Тата çавăнтах, юнашарах, çиччĕ-саккăр тенкĕшерлĕх кĕмĕлсем çакăнса тăраççĕ, хыçалта нимĕнех те çук. Ib. Пĕри кĕрет, тепĕри тĕртет. Нименне пĕлмес, курма пынă (ребята). Букв. 1904. Ăна пытарнине эпĕ нимĕн те астумастăп. N. Ку вăрмана ĕнтĕ нимĕн пулсан та (ни в коем случае) касмăпăр, тесе тупа турĕç. N. Ун пек чух упи парăм илме пынă çын пек нимĕн час каймасăр, тек каллĕ-маллĕ пăхкаласа, çиме кăлăрса парасса кĕтсе тăнă. Синерь. Мăнаçи тирки ман тиркĕ, нимĕн туса та упĕнтереймĕн. (Йитем). N. Тарçи, нимĕне пĕлмесĕр, çав çырăва княç ашшĕ патне илсе çитерсе панă. КС. Нурса кайса выльăх лекĕрине илсе килтĕм, вăл та нимĕн пулнине те пĕлмерĕ (не мог определить болезни). Ст. Сережк. Алăсем-урасем шăнса кайса нимĕн туйми пулатчĕç. ТММ. Нимĕн çукран нимĕр. БАБ. Нимĕн тума та çук. Ничего нельзя поделать. N. Вĕсем ĕненменни туррăн тĕрĕслĕхне çухатать-и мĕн вăл? Нимĕн чухлĕ те (нисколько). О сохр. здор. Вара пилĕк тĕслĕ япаласем (вещества) пурте çителĕклĕ пулаççĕ, нимĕнĕ те сая каймасть. N. Нимĕнрен малтан чун çĕрне хушасшăн тăрăшас пулать. N. Çавна илсе кĕрсе пăрах та, вăл нимĕн те мар вилĕ. Изамб. Т. Укçа пур та мĕн, нимĕн те мар. ГТТ. Çын вĕлерни вĕсемшĕн нимĕн те мар. Ала. 11. Нимĕн туса та паман. || Никакой. Ст. Чек. Нимĕн тутарĕ те çук унта (вместо: пĕр тутар та çук унта; ниепле тутар та çук унта). N. Çапла вара пĕвесенче нимĕн шывĕ те юлмарĕ. N. Эпĕ мĕнлетлĕ шанса, ĕмĕтленсе тăнă çĕртен, нимĕн ĕçре те намăса юлман (не плошал).

нишле

совершать обряд и наговор для лечения «собачьей старости». Чеб. Ача чирлесен нумайĕшĕ нишлеççĕ; нишлеççĕ çапла: такана айне хораççĕ ачине, такана йĕри-тавра хораççĕ йĕтĕн-сӳс. Она чĕртеççĕ, вара нишлекен такана çине чикет косарпа, вăл калат: ниш, тох, тох! N. Ачана нишлени. Ачана такана çине хураççĕ те çăкăр кĕреçи çине хурса кăмакана виç хутчен чиксе кăлараççĕ. Унтан таканапа ачана йăтаççĕ те, картиш тăрăх йăтса çӳреççĕ. Пирвай пусмайне илсе кĕрет те, кала пуçлат: «Йытă-качака нишĕсем, чăх-чĕп нишĕсем, сысна нишĕсем, кушак нишĕсем — пурте тухтăр çак ачаран», тет. Унтан витене илсе каяççĕ, унта та калаççĕ: «Лашасем нишĕ пулĕ, вăлсем те тухчăр, тихасен нишĕсем — пурте тухчăр». Унтан картана илсе каяççĕ те, калаççĕ: «Ĕне нишĕсем, сурăх нишĕсем, путексен нишĕсем, пăрусен нишĕсем, пурте тухса вĕрен çине вĕçсе кайччăр», теççĕ карчăксем. Латыш. Амăшĕ, юмăç каланă тăрăх, нишлеме пĕлекен ватă карчăк патне илсе каять ачине. Ib. Час-часах начар апатпа ик-виç çулхи пĕчĕк ачасем пит начарланаççĕ. Пĕчĕк ачан мăйĕ çинçелет, хырăмĕ пысăкланать. Амăшĕ, юмăç каланă тăрăх, нишлеме пĕлекен ватă карчăк патне илсе каять ачине. Нишлеме иккĕн кирлĕ: пĕри карчăкки, тепĕри евчи. Нишленĕ чуне пӳртре çăкăр пĕçереççĕ. Карчăкки ачана пикелет (= пиелет) те, çăкăр кĕреççи (= кĕреçи) çине хурса вĕри кăмакана çăкăр çине виçĕ хут чиксе кăларать çапла мăкăртатса: «Çак ача кăмака нишне кайнă пусан, кăмака нишĕ тухтăр çак ачаран; кăмакана юлса çунса кайтăр вăл; хăçан та хăçан çак кăмака нише каять, çавăн чуне тин нише кайтăр çак ача. Амăшĕ пиçикине салтать те, хĕвĕнчен чиксе аялтан виç хут кăларать. «Таса ача çуралать», тет карчăкки. Тĕп сакайне виç хут чиксе кăларать карчăкки. «Тĕп сакай ниш тĕп сакайне юлтар», тет. Сӳсмен витĕр виç хут кăларать. Сӳсмен нишĕ тухтăр çак ачаран, тесе. Ачине арăк çине хурать те, кĕлте çыххипе сăтăрса, çапла каласа ларать: «Тыр вырнă чух ача кĕлте çыххи нишне кайнă, вăл ниш тухтăр. — «Ача мĕнле нише кайнă ку?» тет евчи. — «Мучала нишне кайнă, мучала пек çемçелнĕ, мучала нишне кăларап-ха, тет карчăкки тирĕк мучалине сăтăрса. Евчи ыйтать: «Мĕн нишне кайнă?» — «Ача тăрна нишне кайнă та, ăна кăларап-ха, тет ачана тăрна тĕкпе сăтăрса. Ачан хырăмĕ пысăкран такмак ăшне виç хут чиксе кăларать. «Такмак ниш тухтăр». Унтан евчи авсăн таканипе чăх, лаша, хур навусне илсе кĕрет. Карчăк ачана çав навус çине хурса авăсать, çапла каласа: «Чăх навусĕ, ху нишна ху исе кай, хур навусĕ, ху нишна ху исе кай, лаша навусĕ, ху нишна ху исе кай». Навусне ачи мĕннипех шăпăр шăтăкне тăкать, хăй прехмай хуллен мăкăртатать. Пăртак тăрсан ачине илет те, кĕрĕкпе чӳркесе сак çине хурать. «Виç куçлă ие тухтăр, пусма айĕ ийи тухтăр, карта ийи тухтăр, кăмака ийи тухтăр, уй ийи тухтăр, вăрман ийи тухтăр»... тесе пит нумайччен ачана пилеш хуллипе çаптарать. Ачи пит макăрать. Карчăк ачана илнĕ чуне евчи ыйтать: «Ачаран нишисене, ийисене пурне те кăлартăн-а?» — «Йăлтах кăлартăм, пĕр ниш те юлмарĕ», тет карчăк. Унтан вăл курка çине шыв, кĕл, кăмрăк, тăвар ярса, алăк янаххи çинче ача пуçĕ йĕри-тавра виç хут çавăрать те, çав шывпа ачана çăват. Вара ачана тула исе тухать те, чӳрече витĕр амăшне тыттарать. «Таса ача парап сана, нишсем, иесем кайнă унтан», тесе. Амăшĕ илет те, шур кĕпе тăхантарать. Ку чăваш йăлине авалхи тĕне кĕмен кăрчăксем анчах пĕлнĕ. Халь пирĕн ялта пĕр карчăк пĕлет. Ман анне евчи пулнă çак ачана нишленĕ чуне, анчах карчăк сăмахĕсене пит шăппăн калать, тет, çавăнпа пурне те лайăх илтмелле мар, тет.

ниçта

нигде, никуда. Юрк. Пур прикасра та çынсем ниçта юрăхсăр пăсăлнине курат. Ib. Пĕр ик-виç çын кĕрсен, ниçта ларма, ниçта шăнăçма. Орау. Пырса кĕрсен, ниçта кайса кĕрессе пĕлмест (очень рад, что пришел). Cобр. Ниçта кайнине пĕлмерĕм. Не знал, куда они покатились (яблоки). Коренькоз. Фу-ти, латсăр, ниçта çук! Вот çынсене ĕнен эс (об очках). Чăв. й. пур. З7. Вара лашсене пит хытă хăваларĕç, ниçта илсе кайнине те пĕлмерĕм, тенĕ. Альш. Унтан ӳсет, авланат та, арăмĕ татах, ниçта вĕренменскер, ниçта тухса курманскер, асламăшĕ-кукамăшĕ вĕрентнипе пурăнат. Сред. Юм. Паян ниçтах та тохман эп пӳртрен те, никам килнине те кôрман йôт çынна. || Везде, где бы ни, куда бы ни. N. Пиччен хыпар Илемренпе (с Ильина дня) çук, ниçтине те пĕлместĕпĕр. N. Ниçта кайсан та, пĕр эсĕ анчах аса килен. Сред. Юм. Ку корăк ниçта та ӳсет (везде растет): Хосан кĕпĕрнинче те, Москавăннинче те, Питĕрĕннинче те. Никит. Вăл ниçта та прех, тет.

нумай

, номай, нуммай, много, в большом количестве. О сохр. здор. Тата урăх тĕрлĕ те нумай сивĕрен пăсăлма пулăть. Т. Григорьева. Нумай пĕтет, сахал çитет, теççĕ. (Послов.). Ib. Нумая шыраса сахалсăр юлать, теççĕ. Якейк. Нумай пĕл те, сахал калаç. Б. IЗ. Нумай пĕтĕ, сахал çитĕ, пĕрле пурăннине мĕн çитĕ? N. Сахал пулсан та, нумай туса ил. Регули 867. Номай çын кайрĕ, вилчĕ; çынсам кайрĕç, вилчĕç. Ib. 868. Онта номай çын сана полăшмалли. Ib. 417. Кăçал кайăк номай поль. Ib. 229. Эп ĕçлекене номай корса, кон пак ĕçленине (ĕçлекене) корман. Ib. 216. Ман паян ĕçлекен номай. Альш. Вăл хĕрлĕ йĕмре те çавăн пекех пуринчен ытла хĕрлĕ нумай. Хĕрлĕ çине е кăвак, е шурă, е сарă кӳртнĕ. Вишн. 71. Нумай çĕрте çырмасене е арманшăн, е шыв кӳлентерсе тăратасшăн пĕве-пĕве хураççĕ. Ib. 61. Выльăхсене çуреме сирĕн çаран пулсан, анăрсене çаран тăвăр. Апла пулсан, сире наклат пулас çук, усси нумайрах пулĕ. N. Выльăх нумайтан мар ку япала, пирĕн çарансем питĕ начарланса кайрĕç. Альш. † Нумайран мар çак кунсенче хĕрсемпелен вылярăмăр. Нюш-к. Чăвашсем кулакан çынтан: нумаях пулас çук унтан, теççĕ. С.-Устье. Нумай та пулмарĕ, тет, пĕр ывăл фунарпа хĕç илсе çав салтаксене вĕлерме пычĕ, тет. N. Нуммай та хăвармарĕç. Совсем мало оставили. ЧП. † Арчи-арчи панулми, хĕрлинчен шурри пит нуммай. Орау. Тăрничакки (назв. какого-то предмета в игре) нуммай вĕçлĕ енĕпе (пуçĕпе) тăрăнсан, тăрăннă вĕçĕ миçе вĕçлĕ, çеккĕлне çавăн чухлĕ турата шутласа хапартса лартаççĕ. || Намного, много раз. Регули 1379. Вăл мантан номай ăста (мантан итларах ăста). N. Вăл Байкал кӳллинчен нумай хĕвел тухăçĕ енче. Висĕ пус. ЗО. Вĕсен тымарĕсем, çĕре ытти тырă-пулăсен тымарĕсенчен нумай тарăнтарах кĕрсе кайса, унтан хăйсене валли нӳр илсе тăраççĕ. N. Кун пек туйсенĕн ăрасхучĕ пĕр çирĕм пилĕк тенкĕрен нумай ытлах пулмасть. Баран. 12. Манăн умра нумай çӳлте, Днепр шывĕ тĕлĕнче, авалхи хула Киев тăрать. Альш. Ют ялтан хĕр-сăри каçпа, нумай çĕрле, тин тавăрăнат. || N. Аллă нумай-и, çирĕм нумай-и? Что больше: 50 нли 20? || Самое большее. Хорачка. Вăл отмăл конта полат, çарнат тырă ене, нумай ларат отмăл олттă сутка, вураччă, çапаччă. О сохр. здор. Ăна (шкуру) сутса эпир нумай укçаллă пулас çук, пит нумай пĕр виçе тенкĕ илĕпĕр. || Долго. N. Нумай ан çӳре. Долго не ходи. N. Эп пырсан (килсен), нумай та тăмарĕç, вăсем те персе çитрĕç. Ала 15°. Нумай та пурăнман çамăрк хуçа, киле хăш кун киле çитмелли çыру янă, тет. N. Ыранах кантура кайса çыртар (заяви жалобу). Нумая ан яр (не откладывай). Никит. Матки килеймерĕ-ха, темме нумая юлнă. Изамб. Т. Нумай выртап-и? сахал выртап-и, пирĕн йытă вĕре пуçларĕ. Альш. Акă кайрĕç, тет, салтаксем хăвалама. Акă нумай пыраççи, сахал пыраççи, хай салтаксем çитеççĕ, тет. Регули 1236. Вăл онта номай порнать. Вăл килни номай полать. Ib. 1238. Номай полмаçть вăл контачĕ. Ib. 848. Ман паян номая пырас çок. Ib. 807. Номай полать эп она çĕклесе çӳрени. Букв. 1904. Нумай пулчĕ-и, сахал пулчĕ-и, юлташсем мана кăшкăра пуçларĕç. N. Нумай тăмаст, бывает непродолжительно. Якейк. Çомăр нумая каþ. Ib. Ма нумай тăрать. Как долго (тянется). Кан. Вăхăт çитсен каласа парĕç, нумая кĕтнĕ, сахала кĕтĕпĕр. Ib. Эсĕ вăхăт нумая кайиччен Кĕркурирен укçуна илме тăрăш. ППТ. Тепĕр касса кайсан, вара нумаях çӳреймеççĕ. Нумай кĕрсен, пĕр-ик-виç килле кĕреççĕ. Юрк. Нуммай та çапла çывăрса выртмаççĕ, хай сӳннĕ, тесе, пĕлнĕ. Юман кăмпийĕ çĕнĕрен амаланса кайса çуна пуçлат.

Нухайка

нухайкка, нагайка, кнут. СПВВ. Нухайка (хĕр килĕнчен хĕре илсе тухнă чух çапаççĕ). Н. Карм. Нухайкка, чăпăркка (нуhаjкка, чы̆бы̆ркка), кнут.

нӳрек

то же, что юрек, вьюрок. Питушк. Шибач. Çип çăмхалаççĕ кăшкар çине нӳрекпеле (вьюрком). Ядр. Нӳрек особая шпулька. Якейк., Мочеи. Нӳрек, ун витĕр çипе тирсе илсе кăшкар çине çăмхалаççĕ. Мыслец. Нӳрек — вьюрок. Зап. ВНО. Нӳрек (Ядр.), йӳрек (Буин.), вьюрок.

нӳхреп

(н'ӳхрэп), погреб. Пшкрт. N. Петранăн нӳхреп тулли сăра пур. (Такмак). Кан. Карчăк нӳхрепрен сĕт илсе тухрĕ. Аттик. Каçпа, тĕттĕм пулсассăн, нӳхрепрен е саканчен пĕр витре сăра ăсса тухаççĕ. ВС. Разум. КЧП. Нӳхрепре тĕттĕм.

нăйăклат

визжать. Эльбарус. Пишон вара çохра-çохра нăйăклатса кĕрсе илсе паратчĕ.

нăшăк

(ны̆жы̆к), подр. шмыганью носом (при плаче). Сред. Юм. Тек сăмсине нăшăк-нăшăк тортса çӳрет (плачет), мĕн ыйтать çав сантан, амма пăртак памастăн çавна. Мусир. † Хĕрĕр тухса кайнă чух нăшăк-нăшăк йĕретĕр-ха. К.-Кушки. † Хĕрне илсе тухнă чух нăшăк-нăшăк йĕтĕн-и?

пайлă

с частями, с долями. Кан. Пĕр листа хут илсе, сакăр пайлă хутласа тетрать тăвать.

паян-ыран

«сегодня-завтра», в эти дни. С.-Устье. Çак салтак пĕр мăн вăрмана тарса пытанчĕ, тет, паян-ыран пурнă, тет. N. Халĕ паянпа ыран вăрçăра мар-ха, вăрçăран пĕр вунă çухрам аяккалла илсе килчĕç. N. Сана кашни кунах кĕтетпĕр: паян кили, ыран кили, тесе.

пайăр

собственный. Букв. 1904. Епле санăн? Аташмастăн-и вара эсĕ? Ку манăн пайăр хам лаша. КС. Пайăр хамăн, собственный. СПВВ. ПВ. Пайăр — собственность. Ib. Пайăр лашана тытса карĕç. Отняли собственную лошадь. || Действительно, доподлинно. КС. Япали пайăр хăйĕнех мар пулĕ çав: илсе кай эппин, тесех тĕмĕччĕ те. N. Вĕренмен, пĕлсе çитмен çынсем ăна, ытти çырусене те пăтратнă пек, пайăр хăйсем пĕтес çине пăтратаççĕ. N. Ку япала пайăр çавсенче. Коракыш. Катаран курăп — пайăр хура (отчет-ливая чернота), патĕнчен курăп — пĕр хура (другая чернота), хулă тесе, хуçимăп, курăк тесе, татимăп. (Тĕтĕре). Орау. Кам вăрланине эпĕ пайăрах (доподлинно) пĕлсе тăратăп. Чертаг. Пайăр пĕрччĕ. Именно было, действительно было. || Определенно. Орау. Вунвиççĕмĕшĕн ятне пайăрĕпех каламаççĕ. Не называют определенно название 13-го месяца. Сам. 19. Йĕри-тавра пăхап та, ним те пайăр курăнмасть.

пакур

пакор (пагур), багор. Изамб. Т. Сред. Юм. Пакôр, багор. ЧС. Хăвăртрах кунта пакур илсе килĕр-ха! Ib. Халăх: хăши пакорпа пӳрт пĕренисене çаклатса туртаç. БАБ. Якур — пакур. (Насмешка над Егором). Эпир çур. çĕршыв 15. Ту вĕçĕнче чылай аслă униче (укăльча) выртать. Кунта, хапха патĕнче, ял юпи ларать, халăх пӳрчĕ ларать, вут сӳнтермелли машшин, пичĕке, пакурсем, тата урăх хатĕрсем лараççĕ.

паллă

знак, метка, примета, отметка, изображение. Альш. Пирĕн ана çине пуртă палли (-λλиы) тунă (изображение топора). Ib. † Сар шăрçапа шур шăрçа тиркĕ çинче палли пур. ГТТ. Çынсем каланă хыççăнах çыркаласа панă та, эпĕ вĕсене (записи), сăмахсене, ик-виç паллăпа ик-виç паллăпа кăна чăпарла-чăпарла кайнă (кое-как записано). Полтава 57. † Патша пулас ыр паллă сан куçăнта курăнать. Никит. Тухатмăш карчăксем е калăм каç, е кĕлт маларах кам çыннине тухатмаллине паллă туса хураççĕ. N. Халĕ çуркунне палли пур çĕртрен те курăнать. N. Алă палли туса хăвартăм, такăшĕ ухтарнă арчана. (Вместо этого: сăнавшăн паллă туса хăвартăм). Эльбарус. Çак вăйă пуçлаччен кашни уйăрлса, пĕр-пĕринчен аякрах кайса паллă йоман котне: ко ман килçорт полать, тесе йышăнаттăмăр. ЧС. Манăн алă тӳрленсен те çав сикнĕ палли çухалмарĕ. Юрк. Ку масарăн палли-мĕнĕ те пулас çук. Разум. Кăçтан аслă çул каймаллине паллă тăвакансем (намечавшие путь для дороги). Н. Тим. † Çирĕм пĕре çитнĕ ачусене шур хут çине паллă çавăрнă. N. Паллă (у овец). См. тăлăм. || Известно, ясно, точно, определенно. Чхĕйп. Чăвашсам нумайше хăйсен ĕмĕрĕнче ырă кĕтӳç куриман, малалла паллă пулĕ вăлсĕн пуçлăхсĕм. Сред. Юм. Хакĕ паллă ôн. Известна уже цена. Ib. Хакĕ паллă мар. Цена еще не определена. N. Паллах вăл, çыру пĕлмен çын тĕнче çинчен ăçтан пĕлтĕр. N. Хăш чухне, паллă, ăна та шухăшласа пăхаттăм... Сборн. по мед. Ун чухне пĕр çĕрте вунă çын чирлесен, виççĕшĕ, паллах, вилнĕ. N. Эпир тĕнчене нимĕн те илсе килмен; паллах, нимен илсе тухма пултарас çук. Юрк. Çапла «бзав» тенине пĕлсе, лешсем, паллă, кула пуçлаççĕ. || Заметно. Регули 157. Ойăх толнăран паллă. N. Хăш чух çав çутă тĕнчене паллах сарăлать, хăш чух пĕр енчен кăшт начарланса тепĕр енелле куçать || Точность, определенность, ясность. Юрк. Ун выранне халĕ пĕр çын та илмен, кама кӳртес теннийĕн те палли-мĕнĕ çук халĕ. N. Никçан тухса каясси палли çук. Неизвестно, когда выйдем. N. Кăçан вăрçа кĕрес палли (scr. пали) çок. || Выдающийся, заметный. ЧС. Ялти паллăрах çын, более или менее выдающийся. N. Унăн ашшĕ-амăшĕ пит пуян, чапла, Колычĕв хушаматлă паллă улпутсем пулнă. N. Пирĕн ял нимренех те паллă мар. || Борозда, которая делается на загоне для удобства при сеянии. Вурман-к. Паллă-лăха (борозда, для удобства сеяния). || Мишень (цель для стрельбы). N. Салтаксем палла пеме кайрĕç. Солдаты пошли стрелять в цель. КС. Хăш пăшал палла лайăх тивет, кайăка тимест, тиççĕ чăвашсем. Орау. Палла переççĕ. Ib. Палла виçĕ пульккă тиврĕ. Ib. Палла тивертрĕм. Попал в цель. || Собр. Лара-тăра пĕлмен çынна паллă килнĕ, теççĕ. (Послов.).

парăнтар

(-дар), подчинить, покорить. Юрк. Хусан патшалăхне вырăссем, пĕтĕмпе туртса илсе, Мускава парăнтарнă. Истор. Хозар ятлă халăх парăнтарчĕ те, халĕ хĕсĕрлесе пурăнать N. Вĕсем Персея та, вăрçăра çĕнтерсе, хăйсене парăнтарнă.

парне пар

подарить, делать подарки. N. Апат çисен çураçнă хĕр парне пама тытăнать. Менча. Вăл: тухатса парса хамăр ял витĕр вăтăр туя (свадеб) хама парне парса пуççапса йăлăнмасăр ирттермерĕм, тесе, мухтанатьчĕ, тет. N. Алла тытнă пĕчĕкçĕ ача çынни çине какка тусан: акă телей! ку мана парне парать! теççĕ. Е ача амăшĕсем: ку сана ӳссен парне парать, теççĕ. Городище. Парне парать. (Метафорическое выражение, означающее, что ребенок испражняется на человека, взявшего его на руки). СПВВ. Хĕр ашшĕсем хĕрĕ хыççăн парне параççĕ. Никит. Шыв тытнине пĕлсен, ăна парне парса çырлахтарнă. Сред. Юм. Çĕнçынсĕм ратнисĕм патне чăн малтан хăнана кайнă чôхне пир-и, сорпан-и илсе кайса параççĕ, çавна парне пани, теççĕ. Юрк. † Хапха умне хирĕç тухакана икĕ куçран парне парăтăм. || Приносить жертву. Кратк. расск. Унта пусса ăна мана парне пар.

пасар

(пазар), базар, рынок. Пшкрт: ста ђаjза? — пазар т̚ума ђаjза (на базар). Ib. эс пазара анзатνиы? Орау. Пасара кайса килем-ха, мĕн шухăш кĕрĕ! (т. е. схожу в уборную). Ib. Уксак Яккупа арăмĕ пасаралла лăкăштатрĕç. Ib. Мĕн кунта эсĕр пасар пек тем те салатса пăрахнă. Ib. Кăшт тухса кайма çук, ку ачапча, пӳрте туххăм пасар пек тăваççĕ (наводят беспорядок). Якейк. Пасара наччас кайса килтĕм. Бес. чув. Пурте: ыран пасар вăйлă пулмалла, тесе çӳреççĕ. N. Пасар çумрах. Тет. Пасар саланиччен, пасара кайса килетĕн пулĕ. Эпер çур. çĕршыв. 18. Пирĕн ялта пасар ялан пулмасть. Аслă праçниксенче çеç, суту-илӳ тăвакансем чиркӳ умне таварсене илсе тухаççĕ те, пасар пекки пулать. Ядр. † Пасар йĕки çĕн йĕке, кустармасăр сас ярать. N. Пасара ан, итти на базар. Букв. Çитес пасар валли.

пасар çимĕçĕ

провизия, привозимая на базар. Альш. Пасар çимĕç таврашĕ илеççĕ, мухмăр шӳрпилĕх чĕрĕ пулă таврашĕ. N. Пасар çимĕçĕ те илсе хураççĕ.

патлаттар

бить, ударять. КС. Саламатпа, нухайккапа патлаттараççĕ (по спине). Перев. Пушă илсе хăй çамкинчен патлаттарнă (он). Сред. Юм. Мана, ахаль тăракан çыннах, пычĕ те патлаттарать анчах (ударяет кулаком или палкой). Толст. Çынни савăннипе михĕ ăшăнчи кашкăра çапăççипе (цепом) патлаттара пуçларĕ, тет. || Говорить прямо. Утăм. Лайăххăнах пĕлместпĕр! — патлаттарса хурать Мурки Киркки.

пат

послелог, указывающий близость. См. пет, çум. Якейк. Пӳрт çинчен йор моклашки (комок снега) татăлса анчĕ те, ман пата (возле меня) тӳрех ӳкрĕ. Çĕнтерчĕ 13. Хам патăнта ĕçленĕ чух. Орау. Хăвăр патăрта ĕç çук-и? Нет ли у вас у самих работы? Ib. Чăваш арăмĕ, сăмах пĕтсен, тухса кайиччен-и, хăй панчен хăна тухса кайнă чухне-и: сыв пул тати, тет. Тем пулат вара вăл «тати»? Вăл сăмах «сывă пул тата», «тепре куриччен» тени патнелле пырат пулмалла. Ib. Утаралла карĕ, пошел по направлению д. Отары (ее видно, м. б. идущий пройдет и дальше). Утар енелле кайре, пошел в сторону д. Отары (деревни не видать и о ее направлении лишь заключают, напр., может быть за горой); Утар патнелле кайрĕ, пошел близко к Отарам. N. Каç пулсан, эпир унпа ларса (в экипаже) кӳрĕш яла, хĕр патне тесе, тухса кайрăмăр. Шугур. Мана вара усрама пĕр начар çын патнĕ пачĕç (к бедняку). ЧС. Пирĕн патра пĕр ватă çын пычĕ. К нам пришел один старый человек. Бес. чув. 3. Ял патĕнчен кăнтăр енче Ч. ятлă çырма пулнă. Собр. Чавса патĕнче те, часах çавăрса çыртас çук. (Послов.). О сохр. здор. Мăйĕ хăлха патĕнченех шыçса кăять. Эльбарус. Онччен те полин ман патналла çамка çинчи сăнакне (знак) çутатса питĕ хытă стрелок чопса пыма пуçларĕ. N. Перĕн патнали (= пирĕн паталли) çынсем çок. Нет людей из нашей местности. Земледелец. Иалсене ял теме çук, пирĕн Пăва, Çĕрпӳ хулисем патне те пыраймаççе (не нашему Буинску или Цивильску чета). Сред. Юм. Самми патне пӳнеттейпе пырса шыранă. Самсона обыскали с понятыми. Ib Патнерех пынапа хай сăрт хĕрлĕ пôлчĕ тăчĕ, тет. Регули 1206. Ĕлĕк вăл ман патра порăнса. Ib. 1532. Вăл кисеснех вăлсам патне кайрĕ. Ib. 1524. Вăл килчĕ он патне, ман атти патне, ман пата та килчĕ (ман пата анчах килмерĕ). Ib. 1142. Вăл сан патран ман пата килче. N. Çав çăмăрлă хура пĕлĕтсем пирĕн патралла киле пуçларĕç. Етрух. Кĕркури пиче патне кайса ларнăч, урăх никам патнех те кайса ларнине астăвмастăп, тет. N. Вăл çын патне питех çӳремест (редко к кому ходит). Синерь. Выçса вилеттĕмчĕ, çак çын хăй патне (к себе) илсе кайса тăрантарса усрарĕ, ачисене кĕтӳ патне (в пастухи, в подпаски) пачĕ тăранса пурăнма, тыра çитмерĕ, тесе калать, тет. Альш. Чапăрлă шывĕ патнерех çитерехпе пĕтет (ту аякки). N. Ху патунтан (= патăнтан) хуса ан яр мана. Кан. Ишчейккăсем патне хурса хăварнă япаласене илес тесе тухакансем пулчĕç те, ишчейккăсем патне те ямаççĕ. N. Ыраш патне тухатпăр. N. Ман патна, ко мне. N. Патне çитрĕмĕр (метаф.). N. Сан пата (у др. патна) килтен хут яраççи? || Около (во временном значении). Трень-к. Эрне патне, около недели, т. е. приблизительно в продолжение недели. Б. Янгильд. Çак ухутник мулкачă çурине пĕр эрне патнелле усрарĕ. N. Хоçи пер çер тенкĕ патнех петерчĕ. || Приблизительно, circiter. О сохр. здор. Крахмал 50 мыскал патнелле пырать. Крахмала около 50 золотников. Ib. Пĕр çынтан тепĕр çынна ерекен чирсем пит нумаях мар, пер çирĕм патне анчах. Кан. 84 проччăн патне пулать. Ib. Черече пин патнелле, тесе, ăсатса яраççĕ. Елаш. Вăл (ял) пĕр çĕр аллă çул патнеллех пулать пуçланса кайни. Эта деревня освована не меньше, как лет со 150 тому назад. || За. N. Пуçтарса хуна пахча çимĕçĕсем вĕсем пурте пĕрле пĕсерсе çиекен апат патне кайна. Синерь. Мĕн шырасси, апай патне (за мамой) килтĕм, тенĕ. Ишек. Унтан вара эпĕ çын пăрçи патне нихçан та кайман (воровать чужой горох). Чăв. й. пур. 11. Ашшĕне эрех патне ями пулчĕ. Ала 9°. Вăл çапла тавар патне тухса каяс умĕн, ун патне пĕр ватă хуçа (купец) пырса кĕнĕ. N. Мĕн патне карăн? — Шу патне карăм (за водой). Регули 1092. Эп окçа патне (окçашăн) килтĕм. Ib. Вотă патне каятăп. || В сравнении. N. Çулленхи патĕнчи ырашăн пĕрчи пит вĕт. || С причастием будущего времени в чувашизмах. Ау 14°. Упа, капантан ута ыталаса илет, тет те, перет, тет, илет, тет те, перет, тет, пере-пере капана пĕтерес патне çитре (разбросал почти весь стог), тет. Регули 126. Каяс патне çитнĕ. Ib. 125. Вилес патнех çитиччен хĕнерĕ. Янгильд. Çорконне, йор кайса петес патнелле (близко к тому времени, как сойти снегу) сорăхсене çитерме тохаççĕ. || Послелог в знач. русск. предлога — к. Регули 1528. Лепле вăл исе килĕ? онăн çынсам çок, утсам сахал тата, он патне тата (к тому же еще, кроме того еще) хăва ĕçне пелимаçть. || N. † И памăпăр, памапăр та, патне çитсен (когда подойдет время), чармăпар. || Яргуньк. Иван ĕçĕрĕ (выпил), тет те, патнех кайса ӳкĕрĕ, тет, Иван. N. Вăл хăй порăннă пӳрт пӳртекӳне керсен, ăна такам аякран çĕçĕпе чикнĕ те, çĕççи патнех çакăнса йолнă. Когда он входил к себе в сени, его кто-то ударил в бок ножом так, что нож остался в боку.

патне çитнĕ

употребляется в чувашизмах. 1) Городище. Патне çитне (гов., когда ребенок вот-вот готов испражняться). Ib. Ачăна çĕре илсе ларт, ун патне çитнĕ пулас. 2) Якейк. Он патне çитне. Он лежит при смерти. 3) Он совсем разорился.

паткала

говорить отрывисто, не совсем связно. Никит. Иван пиче çапла паткаласа пынă чухне, уна пĕр пысăк чул çурт патне илсе пычĕç.

патла супăн

туалетное мыло? N. Эпĕ паян тутартан патла супăн илсе юлтăм-ха.

патша

царь. Альш. Пушчăсен (назв. дер.) хирĕ акă мĕшĕн аслăрах пулнă, тет: таçта леш вилекен патшасемпех халĕ, патшанăн вăрçăра аллинчен чăпăркки ӳкет, тет те, ку Пушчă мăкши салтак хăвăртрах илсе парат, тет. Янбулат. Хывăх çинче пĕр пăрчă. (Патша). Турун. Унта унăн пичĕшĕ патшара пурăннă. Н. Сунар. Шу (вода сказала) уна хирĕç каланă: санăн пуçă çине патша калпакĕ лартар, тенĕ, тет. Сред. Юм. Пирĕн патша торă çĕр валеçсе панă çĕре çитеймен, тет, кайран пырса çитнĕ, тет, он чохне вара валеçменни виç хôла çиç йолнă, тет. Вара торă çав виç холасĕне пачĕ, тет те, пирĕн патшана: хушĕн ху ĕçлесе тôп, тесе каларĕ, тет. (Сказка). Янш.-Норв. † Патша патне пуç ятăм, кăçан çавăрăнса килĕ-ши? (Солд. п.). Яргуньк. Патша хĕрĕ: эпир — патша, ĕçетпĕр, эсĕ мĕлескер ĕçменскер? терĕ, тет. (Сказка). Собр. † Патша ыв(ă)лĕ юр юрлат ылттăн пукан тăрĕнче. Орау. Пĕри патши пулать, ыттисем унăн халăхĕсем пулаççĕ (в игре). См. патшалла. || Царство, государство. Трхбл. Ют патшана кайнă. Ют патшара пурăнат. Живет за границей. Шибач. Опăшки карĕ таста орăх патша çине сотăпала. Т. VI. 11. Эй туррăм, пулĕхçи! çак çăкăра çиме тепĕр хут темиçе патша урлă, аслă шывсем урлă çаврăнса килсе çимелле ту (моленье). N. Таçта патша патне каятпăр. N. Оþăх патша çине каятпăр.

патша холи

(-λиы), столица. Панклеи. Кайсан-кайсан, вăл (повозка) сана патша холине илсе пырĕ (привезет).

пахала

оценить. Кан. Уйри çĕре те пахаласа (хак хурса) тавлаштармалла. N. Иван пичче хĕпĕртесе тутăрĕсене пахалама ялти вырăссем патне илсе кайрĕ. N. Пахала, назначить цену, ценить. || Придать цену в глазах покупателя. Орау. Пахала = пахан, лайăххăн кăтарт. Ib. Сутассине пахаласа хаклăрах сутма пар, турă! || Ценить, дорожить. N. Сана вăл çырусене çав тĕрлех пахаласа усрама кам хушать, вара? || Облюбовать. Синьял. † Чĕмпĕр пушмак тӳммеллĕ, Марье ăна пахаларĕ. || Определять. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 31. Кунта çитеччен эпир çĕр çинчи тĕрлĕ вырăнсенче пурăнакан чĕрĕ чунсен ăсне-хакне, çине-пуçне пахаларăмăр. || Определять по числу.

пахалаттар

понуд. ф. от пахала. N. Ухиван Энтрийĕ лашисемпе тырра йăлтах çытарттарса янă; пунеттисем илсе кайса пахалаттартăм (оценил).

пеккун

(пэккун), опекун. КС. || Опека. Календ. 1911. Пеккун çырмалла пулсан, миçе çулччен тăваççĕ. Пир. Ял 1929. Ачи арманне пеккун тунă пулсан та, арманти кĕреçе çăнăхне хăех илсе сутать. Кан. Ял советсем пеккун ĕçне тума пултараççĕ. N. Пеккун ача, пеккун çырнă ача, пеккун çырнă çурт.

пенçи

пенсия. Юрк. Халĕ пенçи илсе пурăнать.

пер

(пэр), кидать, бросать. N. Ан пер, не бросай. N. Чикан çав çăкăра ил те, пер ачине (возьми и брось в своего сына). Ау 4. Йиттисене, лашисе (= лашисене) веç шыва печĕ, тет. N. Пулăçăсем вара, ыйтса та парас çуккине пĕлсе, ăна (ее) тытнă та, каллех шыва тытса пенĕ. Турун. Кам унта кĕлте перет. Ib. Кам унта эсĕ, кĕлтесем перетĕн? N. Пурте ăна чулсем илсе чулпа пере пуçланă: мĕн чухлĕ персен те, пĕр чул та пырса сĕртĕнмен ăна. Шибач. Тытса пĕре çавăрса перем! Кив-Ял. Эп сана Сĕвене кайса перĕп. || Бросаться. Кн. для чт. 139. Вара вăл кантăр вырăнне перет, кĕлте кӳрекен çулсем çинче вĕçсе çӳрет. Абаш. Халăх çĕнелле (хола çĕнелле) пеме поçларĕç. N. Хай çӳлтен вăйпа юхса пыракан шыв тӳрех канава юхса перет, кукăрăлса каймасть. Ир. Сывл. 27. Савăнăçлă çуркунне çитсе печĕ пирĕн енне. || Откидывать, задевать. Ала 103. Çичĕ пăт сĕлĕ хатĕрлерĕм, пуçне пĕкке пемешкĕн. N. Онта пуçна ан пер. Курм. Пуçне пĕккине персе пычĕ (лаша). || Махнуть. К.-Кушки. Вăл карташ урла тӳрĕ печĕ, эпĕ çаврăнса кайрăм. Он махнул через двор прямо, а я наискось. || Ударить, бить. Шурăм-п. Хăйсем вĕсем шултра матур çынсем, пĕрре персен çынна вĕлермелле. Якейк. Пуçа алăка петĕм (ударился). N. Эпĕ пуçа юпана петĕм. Орау. Мĕн пăхса тăтăн тăта, ăна пер те, йăвантар (его ударь и свали). Ст. Шаймурз. Мала ан ирт, кая ан юл: мала иртсен, пуçран переççĕ, кая юлсан, кутран тапаççĕ. Сред. Юм. Хĕнеме хошайрăр ôна, ô сана перет соккăр-паттăр пик. || Стрелять. Панклеи. Пĕри (медведь) тайăлнă чăршă тăрăх хăпарма тапраттĕр, ăна хоралçă пăшалпа персе ӳкерчĕ; тепри хăпарма тăрчĕ, ăна та персе пăраххĕр. НАК. Пĕрре кайăк хыççĕн Хуракĕсрери киреметре çӳренĕ чух, кӳлĕре пĕр кăвакал куртăм та, пăшалпала виçĕ хут петĕм. Баран. 54. Юлашкинчен çимисем, пемеллисем пĕтсе çитнĕ, вăйран та кайнă. N. Пирĕн çие переççĕ. N. Перет-ха у! N. Пăшалçă кашкăра пăшалпа пенĕ те, тивертеймен. N. Ухатаçă кайăк-кăвакала печĕ. Янш.-Норв. Кайăк-кăвакал пеме тесе (чтобы...). N. Пĕр-пĕрне пăшал персе. Шибач. Улĕ корчĕ те амăш пынине, вăрмантан пăшалпа персе пăрахрĕ, так и вĕлерчĕ. Б. Олг. Астур, сере пăшалпа перетпĕр (будем стрелять) пармасан. Орау. Эп ача чух пĕре пăшал пеме çичĕ пус патăм (за право выстрелить). Истор. Тăшмансенĕн пемелли хатĕр пит нумай пулнă. ||Разить (о запахе). Шурăм-п. Пĕринчен эрех шăрши кĕрет, тепĕринчен тапак шăрши перет анчах (разит табаком). N. Сасартак шăрш пеме пуçлать. Кан. Шăршă чăтмалла мар перет. Чĕр. ч ун. яп. й.-к пур. 24. Çăвара чикмелле мар усал шăршă перет. || Пить много и жадно. Шурăм-п. Эсир сахăрне чейпе çисех ятăрĕ-çке, эпĕ хуçи курасран хĕве вăрттăн чикрĕм те, шывне ла-айăх петĕм (выпила). КС. Эс ма паян ку тĕрлех шыв перетĕн? Что ты сегодня так много пьешь? Эльбарус. Персе килнĕ. Пришел пьяным. Якейк. Эпĕр ĕнер эреке петĕмĕр анчах (много выпили). N. Çынсем ытла вĕрипе сивĕ шыва переççĕ, ачисем час кӳрсе килмесен, кайран çаптарса та илеççĕ. Бюрг. Ĕçессисем килнĕ япаласем — переççĕ: ĕçсен-ĕçсен, ӳсĕрĕлсе кайса ӳкеççĕ. КС. Пурăнăçа, чĕлĕме, çăккăра, эрекене, сăрана перет, здорово ест, пьет, живет. || Спать много и крепко. КС. Ай-ай ăйăха перетĕн эсĕ! Ну и спишь ты крепко и много. Ib. Талăкпех ăйăха петĕм. Проспал круглые сутки. || Ляпнуть; взболтнуть. N. Эпĕ хам та ухмах, пер яр. Ск. и пред. Сăмахсене ку çынсем пемеççĕ (не бросаются словами) сывлăша кăлăхах янтратмаççĕ. V.S. Кирлĕ-кирлĕ мара пер. || Твердить, настаивать, повторять. Ау 103. Эсĕ манран пĕр усă курăн, тесе калат, тет. Çак ача таки (= такки) хăйăннех перет: эсĕ ман автана тытасшăнччĕ, акă ĕнтĕ ху çаклантăн, тесе калат, тет. СТИК. Ăна хутте мĕн кала, вăл хăйиннех перет (он все свое твердит). Ашше-амăшне. Ваçук кӳрши хайĕннех пенĕ: тĕлĕнмелле хĕр эсĕ, Лисахви! тенĕ. N. Суйлас вăхăт çитсен, петĕмĕр суйларăмăр хамăр суйлас тенĕ çынсене. || Ссылаться. КС. Эсир паян кăнтăрлаччен çăмăра персе ахалех ирттертĕр, халь ĕнтĕ каçчен ун вырăнне хытăрăх (хытă) вырăр. Ib. Праçнике персе, ĕçлемерĕç. Ссылаясь на праздник, не работали. N. Чире пер. || Притворяться. Якейк. Пирĕн ати ĕссĕре персе выртать (притворяется). N. Ухмаха пер. Притворяйся дураком. Орау. Сутра пĕлмене петĕм (притворился). N. Чире печĕ, ӳсĕре печĕ. Байгул. Ку арăм епле те пулин ачисене вĕлерттересшĕн, тет, çавăнпа ку чире печĕ, тет. || Терпеть, выносить. КС. Халь лашана тăрантартăм ĕнтĕ, каçчен перет (не устанет, вытерпит).

персе ил

настрелять. Сиктер. † Кайăксем те персе илем тенĕ чух, кунĕсем тĕтреллĕ пулайрĕç. N. Ăсан персе илсе 2 тенкĕ те 25 пуса сутрăм.

перекки

катанье с горы (на салазках, коньках, на тенкел, пăрку т). КС. Паян ачасем иртен илсе каçчен перекки ярăнчĕç. Яргуньк. Катачия, перек(к)ия, çăварни, çăрния (надо: çăварния? Çăварни юрри).

пыл

(пыл), мед. ТММ. Эй пылпа кулаç, тутлă-çке! — Ху çирĕне? — Пасарта асаттепе асанне çинине куртăм. Орау. Ах, тамаша, пылтан та тутлă-и тен (пожалуй слаще мёда, трубка). Альш. Харсăр Энтрийĕн хурт питĕ нумайччĕ, пыл та пит нумай илеччĕ ун чӳне. Чăв. й. пур. 32. Кĕркунне пыл татнă вăхăтра... БАБ. Пыл пек тутлă пултăр, çу пек çемçе пултăр! (Хĕрпе качча хĕве хупнă чухне калаççĕ). Собр. Хĕрĕн пылĕ, упан юнĕ, теççĕ. (Послов). Торх. Пыл сахăрланчĕ (засахарился). Тогач. Хунĕм хĕрĕ — хура хĕр, тĕтĕм çĕтре (= çĕрте) тĕрĕ тăвĕ. (Хурт пыл туни). СТИК. Пĕр-пĕр хĕрача пăсарсан, амăшĕ-и, йинкĕшĕ-и ăна: пылĕ тăкăнчĕ, мĕн çитерĕн туйăнта! тет. || Медвяная роса. Якейк. Кĕçĕр пыл (сладкие пятна на листьях растений) хыт çунă, корăк çинчи пыла тăраниччен çирăм. || Мед (напиток). Хурамал. Çул каякан килне таврăннă та, хыçĕнчен пырасса сиснĕ те, пыл хывса йӳçĕтсе хунă. Такмак. Пĕр пуçĕнчен (бочки) тутлă пыл юхать, тет, тутлă пылĕне ĕçсе тутă пулмăпăр-шин. Тепĕр пуçĕнчен йӳçĕ пыл юхать, тет, çавна ĕçсе ӳсĕр пулмăпăр-шин эпир. Юрк. † Эрех ĕçрĕм, пыл ĕçрĕм. Кĕвĕсем. Пыл ĕçмелле вылясан, хурт ĕрчемес тиеççĕ. N. † Пыл ĕçмелле ан выльăр, хурт ĕрчемес тиеççĕ. Шел. П. 38. Пĕрне-пĕри ыталаса пыл ĕçмелле выляççĕ. Альш. Пыл ĕçеççĕ, мĕн тăваççĕ (игры). N. † Тутлă шерпет, йӳçĕ пыл пирĕн пиччен кĕрекинче. Бур. Сар алтăрпа пыл йӳçет. Тайба-Т. Тутлă чĕлхесене пыл витмес. Альш. Тепĕри тата (другая речка) пыл юхат, тет. Çавăн пекех выртса ĕçсен — пыл, илсе ĕçсен — шыв, тет. См. пул.

пыр

горло, глотка. БАБ. Пĕр чиртен чĕрĕлеттĕм, тет те, тепĕр тĕслĕ чирпе чирлеттĕм, тет. Хăш чух пыртан илсе туса чут вилместĕм, тет. Сред. Юм. Пыра ларса вилмеччĕ (подавился бы). Ib. Ачана пыра пôлнă тесе, пĕчик ачасĕм пыр ыратса чирлесен калаççĕ. Альш. Пыра пулчĕ. Горло заболело, распухло (жаба, дифтерит, скарлатина). Юрк. Çиме тытăнсан, пырăма çиме анмас. КС. Пирĕн ача пырсăр пулчĕ-ха. N. Иртĕнсе çинĕ пирки нумайĕшĕ вилĕм тупнă, пырне чаракан кун-çулне малалла тăсать. Бур. Пырна пула выçă вилĕн, теççĕ. Сред. Юм. Пырна пôла пуçна çийĕн. За желудок голову потеряешь. Ib. Пыр ярна пуçларĕ, таçта сăра тôпса ĕçеп ĕнтĕ эп. Бугур. Пыр ярăнсассăн, ĕçсе-çимелле, теççĕ. Якейк. Пыр ярăнчĕ (какие-то резкие звуки в глотке, которые получаются, может быть, от выхода газов из желудка, не отрыжка и не икота). N. Пыр хыççăн ан кайăр, пыра ирĕк ярсан, вăл атте- аннене те суттарать. Собр. Пыр ерĕнсен, сăра ĕçет, тет. С. Дув. Хăйĕн пырĕ кастарать, пур укçине хĕрхенет. Латыш. Епле пыра тăрантас-ши? тесе калать, тет (шаланкă). N. Хăйĕн пĕр пырне те тăрантарса усрайман. Ялан пыр çинчен, çи-пуç çинчен анчах шухăшланă. Т. VI. 13. Кӳршĕрен çавăн пек пыра хыт çиекен çынна (едуна) суйласа илеççĕ. Юрк. Этемĕн пырĕ тутă та, куçĕсем выçă. || Пища. N. † Çак тантăшсем аса пĕр килсессĕн, ларса çиес пырăма çимерĕм. || Назв. части сăрка. Ау 329. Виçĕ хут вăрăм сăрканăн пырĕ ука. || Залив. Сред. Юм. Атăл пырĕ. N. Çĕр чĕтĕренипе тинĕс пырĕнчи пулăсем хула урамне туха-туха ӳкнĕ. Кĕвĕсем. Кăвакал ами пыр урлă, çавăрнасси кӳл урлă; пирĕн тантăш ял урлă, калаçасси çын урлă. Рак. † Кăвакалăн ами пыр урлă (за заливом). ЩС. Пыр, узенький залив, также узенький пролив. || Устье реки. Шел. П. 18. Чăваш хули Шупашкар... ларать Атăл хĕрринче... Кăкшăм çырми пырĕнче. Баран. 161. Атăл пырин хĕвел анăç енче калмăксем пурăнаççĕ. Изамб. Т. Пыр тесе, пĕр çырма тепĕр çырмана тухнă тĕле калаççĕ. Ib. Энтепе çырми пырĕ, назв оврага. || Омут. || Кратер. Орау. Вутлă ту пырĕнчен вĕри чулсем темскерсем тухнă чухне таврари яла пĕтĕмпе кĕл пусать (падает пепел, во время извержения).

пыр

итти, ходить. С. Тим. † Пыраттăм, пыраттăм çулпала, вуникĕ кашкăр тĕл пултăм. Чăв. й. пур. Прухха та ун патне пыма пăрахнă вара (ходить перестал к нему). Абыз. Ай ман хыçран такам пырать. СТИК. Çулпа 20 салтак пырат (но: çулпа салтаксем çирĕмĕн пыраççĕ; еще: пӳртрен виçĕ ача сиксе тухрĕç те, сиккелесе выля пуçларĕç). Якейк. Эс пырсан, эп каймалла та, эс пырасса пĕлместĕп. Я поехал бы, но не знаю, согласен ли ты на это. Кан. Пыр та çыпăç ун патне! т. е. он теперь важное лицо. N. Манăн та пырас-и? И мне итти с вами? — Ан пыр (или: пымасан та юрĕ). Юрк. Пырах та, пыр, пырах та, пыр, тенĕрен улпучĕ те: юрĕ, юрĕ, пырăп, пырăп, тет (улпучĕ, пит варлă чĕннĕрен). Ib. Миçе кун пыннине (ехали до города, где сейчас идет беседа), епле çитнине каласа кăтартаççĕ. Ib. Пĕрин аллинче нимĕч чĕлхипе (нимечле. Орау.) çырнă кĕнеке. Пырсан-пырсан, иккĕш те çав кĕнекене вуласа пăхсан, тĕлĕнсе калаçса пыра пуçлаççĕ. Орау. Кĕперпе пынă чухне. Когда я шел (сюда или туда) по мосту. Ib. Тинĕс хĕрринчи ялсене карапсемпе пырса тупăсемпе пере-пере кайнă (или: пыра-пыра персе кайнă). Ib. Пырсан-пырсан, малта таçта хăй çути курна-курна каять. Сёт-к. Самай кĕтӳвĕ тохса кайнă чохне хамăр ĕнесене пырса ертсе ятăм. Ст. Чек. Кăмака умнелле те пыра пуçларĕ (стала стряпать). Т. VII. Çук, çук пымастăп (с тобою). Ib. Ик çын вăрманта пыраççĕ, тет: пĕри кайра, тепри малта, тет. ППТ. Айтăр, эсир пыратра? эпир каятпăр. N. Пырсан-пырсан, пĕр шыв хĕррине çитрĕ, тет (в другом месте: кайсан-кайсан, пĕр шыв хĕррине çитрĕ, тет). Сред. Юм. Пырса та ан шăршлан. И не подходи, все равно не получишь. Регули 1429. Пымассеренех вăл мана паратчĕ. Ib. 309. Эп пыраттăмччĕ те, ерĕçмерĕм. Ib. 137. Вăл пынине пĕлес çок эс. Ib. 84. Вăл пырасса пĕлес çок. Ib. 344. Эп корса, эс пыриччен тытса. Ib. 322. Эп пырсаттăмччĕ он чох, сирĕн никам та, килте çокчĕ. Ib. 593. Пыракан (пырса) онта çынсам темче хут. Ib. 399. Эп онта пырса паян. Абаш. Лаша пит аван пырать. Орау. Лаша тĕпре пит лайăх пырать (идет). Юрк. Пыр — ступай. Ib. Мана çырса ларакан çын кирлĕ, çывăрса ларакан çын кирлĕ мар. Пыр, ман патăмран тух та кай, тет. Хурамал. Пырсан-пырсан, вăл пĕр хулана пырса кĕнĕ. Ib. Пĕри калат: пыр, эсĕ кĕр хĕр илме. N. Пыр-ха çавăнта хăвăртрах, чуп = кай-ха çавăнта хăвăртрах, чуп. Чăв. й. пур. 14. Эсĕ пыр, таврăн киле. Альш. Пыр-ха, ман сумккана исе кил-ха, тет. N. Эсĕ ман патма пыратна? Ты идешь ко мне? (Спросит человек, идущий к себе домой, знакомого, если предполагает, что тот идет к нему. Если повышение голоса не на послелоге, то это значит: «ты придешь ко мне?»). N. Нимĕçсем пирĕн çине çĕрле пычĕç (подошли к нам). N. Ну, тарçăм, виçĕ апатна та эсĕ пĕр тапхăр çирĕн, пыр ĕнтĕ, тула тухса, хытăрах ĕçле, тесе каларĕ, тет. N. Эпир унта ялпа (не ялĕпе) пытамăр. N. Пынă çемĕн пырас килет. N. Пырах сӳреççĕ. Юрк. 18. Пыр халĕ, лешне пĕр савăт илсе кил, кĕрешес уммĕн пăртак ĕçсе пăхам! (эрех илме хушат). Ib. Ку улпучĕ нумай та шухăшласа туса тăмаст: пуçа çăмăл пулат пулсан, пыр халĕ, пĕрер савăтне кӳрсе пар, тет. Кан. Ăна алăран алла çӳретеççĕ, пыни пĕр эрне çитес умĕн, вăл «Капкăн» мунчалах пулса каять вара. N. Тĕтĕм сан çинелле пырать-çке. || Поступать (о деньгах). N. Унтан ку çын патне кашни кун темĕн чухлĕ укçа пыма пуçларĕ, тет. (Из сказки). N. Çырма та ал пымас ман халĕ топă сассипе. || Находиться в том или ином возрасте. Юрк. Асли, ывăл ачам, чупса çӳрекен пулчĕ, 2 çулта та 4 уйăхра пырат. || Годиться. N. Сӳрене тиха пырат. КС. Суха-пуç пымаст (плохо пашет). N. Пыман суха-пуç пек. Беседа. Навус хырма тытăнать, кĕреçи хырнă çĕре пымасть. || Итти замуж. N. Эсĕ мана ху юратса тухса пытăн. Лашм. † Хамăр ялăн ачисем сар ача, ан авланăр — хамăр пырăпăр. ЧП. Хĕр пырать те, хăй илмес. N. Хĕрсем пымĕç (за меня). Пазух. Ют ял ачи куç хĕсет, мана пырать, тет, пулĕ; пымăп çавă эп сана, манăн савни ялта пур. ТХКА. 87. Наçтаç аки пур, суя ятне илтес çукчĕ, пырап тени хупларĕ. || Лезть. К.-Кушки. Кушак çурисем амăш патне пĕр-пĕринчен ăмăртмалла пыраççĕ. Котята наперерыв лезут к матери. Орау. Выльăхсем епле те пулсан шыв хĕрнеллех пырасшăн. Скотина лезет к воде. || Сопровождать. Бес. чув. 10. Хăш чух тата çынсен мулла хыççăн «эллах – эк-пер, эллах — эк-пер», тесе пынă сасă илтĕнкеленĕ.|| Размножаться; водиться. Орау. Хурăн хуллипе выльăха çаптарма хушмаççĕ; выльăх пымаçть, тиççĕ. Выльăх пыманни (ĕрчеменни) кил вырăнĕнчен те килет, тиççĕ. Ib. Вăсен выльăх пымаçть. Альш. Кил-çурта чавка илешсен, выльăх чĕрлĕх пырать, теççĕ. ЧС. Аттепе пĕр тăван пиче уйăрăлнăранпа пирĕн лаша пыми пулчĕ (не стали водиться лошади, падали). || Существовать, длиться, продолжаться. N. Вĕсен тĕрлĕ кирлĕ мар йăлисем халичченех пыраççĕ. ЧС. Çын çилли çакăнсан, тепĕр тавлăксăр каймасть, хăш-хăш чух виçĕ тавлăка та пырать, теççĕ. Кан. Çунасси вăтамран 80 минута пырать. Вопр. Смоленск. Уçă, çăмăл, нӳрлĕ çил вĕрсессĕн, йĕпе вăрăма пырать. Чума. Хăсса чарăнсанах, çын çăмăланнă пек пулать, анчах нумая пымасть. || Баран. 40. Хуппи (деревьев) мăкланса каять, вĕсем çинче курăк ӳсе пуçлать, çапах та йывăç кĕлетки нумайччен пырать. N. Халь пурнăç пырать. || Доставать, хватать. Изамб. Т. Пĕрре илсен, ун темиçе çула пырат. N. Çирĕп тусан, нумая пырать (надолго хватит). N. † Çаккăнта ĕçни-çини атте-анне çуртне пыминччĕ, çамрăк пуçа хĕсӳ килминччĕ. Ib. Ку укçа нуммая пымас (çитмес). N. Паян тытни (рыба) пырсан пĕр çур çула пырĕ, малашне мĕн тăвăпăр? Т. IV. Эрне кун çĕнĕ çăпата сырсан, çăпата пĕр эрнене анчах пырат, теççĕ. || Стоить, значить. N. Ах, ырă çыннăм, эсĕ апла калатăн, пирĕншен пыр иртни те тем пыратьçке. Кан. Ларса юлни пырах та пырать те, тульккĕш вăл чăвашсемпе калаçма пĕлмест... || Употребляется в качестве вспомогательного глагола. Ой-к. Сенре (= сентере) тăрăнчен шуçса пынă чух (при передвижении) алла темĕскер перĕнчĕ те, тӳнчĕ карĕ. СТИК. Тарса пынă чухне ярса илчĕç. Ib. Чупса пынă чух такăнтăм ӳкрĕм. Ib. Тарса пынă çĕртен тытнă (указывается на то, при каких именно обстоятельствах пойман). Ib. Тарса пынă çĕрте çăкăнса (= тирĕнсе, тăрăнса) аннă. Ib. Чупса пынă чухне такăнтăм та, лач! ӳкрĕм. Бес. чув. 5. Ăна пурăнăç хăех вĕрентнĕ; мĕн тăвассине, мĕнле пурăнассине пурнăç хăех кăтартса пынă. Изамб. Т. Ул хăй хытă килет, хăнчен вут тăкăнса пырат (огненное явление). Альш. † Эпир кайса пыратпăр, курса юлăр куç тулли. Н. Якушк. † Сирĕн савнă тăванăр кайса пырат, пит инçе кайиччен курса юлăр. Букв. 1908. Шывĕ тăп-тăрă пулнă. Хурсен урисем курăнса пынă. 1904. Çапла чупса пынă çемĕн эпĕ хам умра мĕн пуррине курман та, шыв лупашкине лап! кĕтĕм ӳкрĕм. Регули 9. Вире (в гору, в знач. возраста) пырать, ватăла пырать. N. Вилнĕ çынна пытарсан, пӳрт урайне, сакăсене алăк патĕнчен пуçласа тĕпелелле çуса пыраççĕ. Кожар. Эпир вăрласа кайман ăна, пирĕн пичей вăрласа пынă (украл) ăна, калама килтĕмĕр, тенĕ. N. Ун та вăл териех сарлака юхмас (вода), навуспалан пĕвелесе пынă ике енчен те (запружено). N. Шыв тумламне яка çĕрте пӳрнепе ăçталла илсе пыран, çавăнта пырать. О земл. Çав майпах çĕр ĕçĕ те ăстаран ăстана кайса пырать (все улучшается). N. Акă çуркунне сывăхарса пырать (приближается). N. Вĕсем тухни виçе уйăх иртсе пынă, анчах ниăçта та пĕр çĕр татăкĕ те çук. Пазух. Эпирех те кунтан кайса пырсан, шăпăртатса юхĕç куççульсем. Ир. Сывл. 26. Ытарма май çук кунсем таçта юлса пыраççĕ. Ib. Пĕчĕкçеççĕ кимĕсем... юлса пыраç пирĕнтен. Юрк. † Каяс вăхăтăм çитсе пырать (приближается). Ib. † Урампа маюр иртсе пырат (проходит), çта пырассине пĕлмес. N. Кайран, пурна-киле, çав Çумак шурĕнчи çĕр типсе пынă (высыхало). Торган. Рамри юр кайсах пырать (снег сходит), шывĕ те вăйлăланса пырать. Орау. Ачасем ӳссе пынă çемĕнĕн пурнăç каялла каять. (Напис. в 1907 г.). Б. Олг. Эс ман патра порăн, ойăхне виç тенкĕ тӳлесе пырăп; ман патра ан (= авăн) çапса порăн, ан пĕтериччен, виç тенкĕ хоратăп сана хак. Хурамал. Вăл салтак мĕн пур тупнă укçине ялан ĕçсе пĕтерсе пынă, тет. ЧС. Хай пирĕн тете кунсерен йывăрланса пычĕ... (все более и более расхварывался).

пырак

бурак. Сред. Юм. Бгтр. Кăмака çинче çĕпре пыраки пулнă, тет. СПВВ. Т. Пыракпа çула уя шыв илсе каяççĕ.

пике

(пигэ), барышня, барыня, гоопожа. Кĕвĕсем. Ай-хай хамăр тантăшсем пурте Питĕр пикисем. И. С. Степ. Пике — барышня, молодая дама. Сенчук. † Сарă хĕр те пике мар, чуп тусан та çылăх мар. Янтик. † Ĕнтĕ пике лайăх, пике лайăх, пикерен те лайăх аппам пур. Ст. Чек. Пике — по внутренним качествам — воплощение кротости, невинности, чистоты сердца; по внешности — чаплă, илемлĕ. Ib. Хăрхам пике хĕр пулчĕ, пике хăрхам пулчĕ. (Из сказки «Пикепе Хăрхам»). Ib. Ху ларатăн вырăнта, яту çӳрет пикере (= яту çӳрет лайăхра). N. † Çын-çын урлă курăнсан та, ырă пикенĕн курăнан. Емельк. † Нар пек чĕре шуралнипе пике пек туçсăм сивĕнчĕ. Бур. † Хĕрне илсе тухăпăр, пике туса кĕрĕпĕр. С. Тим. † Çакă ялăн хĕрĕсем тăра-а-ççĕ пике пек. Алших. † Алших хĕрĕ пике пек, икĕ пичĕ чие пек, тытса çиес çырла пек. Макс. Чăв. I, 65. Ырă пике пек аппăна епле ытарса хварăн-ши? Альш. † Элшеллийĕн хĕрĕсем Питĕрпурăн пикисем. Ib. Ун умĕнче (перед купăсçă, скрипачом) икĕ хĕр пике пек. СПВВ. ЕС. Пике — пит лайăх, илемлĕ, хитре сăнлă-сăпатлă хĕр. Ку сăмаха хĕрарăмсем пĕр пĕринпе тавлашнă чух: ман хĕрĕм пике те, теççĕ. СПВВ. † Яту çӳрет пикере. Н. Лебеж. Ай тетеçĕм, хуçаçăм, ай инкеçĕм пикеçĕм. N. † Пике тĕслĕ аннене тăхлачă туса лартрăмăр. Янтик. Ай-ай, эс пике пек ларан-çке, ик алла арăк çине хурса! Ĕçлес пулать пăртак, эс пике мар. N. Ак çапла каларĕ, тет: эпĕ — пике, ăçтан çав çавăрăнакан кăлтăрмач çинче пурăнăп, терĕ, тет. Зап. ВНО. Аван пусан, пикешĕн, усал пусан, хĕрхăншăн (для девья). Тăв. 59. Çапла пĕрмай йывăр ĕçре çитĕннĕ сатур, пике пек хĕр пулса тăна. N. † Эпир Питĕр пикен йăмăксем. СПВВ. Пике — почетное название девушек (как йĕкĕт для парней). Ib. † Пĕвĕмех илемлĕ, сăнăм хитре: пике-им? тесе ыйтаççĕ. Пазух. Çакă ялăн арăмсем ыр пикенĕн курăнаççĕ. Альш. Пике, кажется, употребляется в смысле «пукане». Ал. цв. 1. Тата çак хуçан пике пек виçĕ хĕрĕ пулнă. Ib. Эй хĕрĕмсем, савнă чунăмсем, чипер хĕрĕмсем, пикемсем. || Яз. имя женщ. Ялюха М., Демидов. Ск. и пред. 105. Пике ятлă хӳхĕм хĕр Ст. Чек. Пике (сказочное имя).

суй пике

неизв. сл., м. б. то же, что теперешнее суйланчăк? Хурамал. Суйлакана суй пике лекнĕ (малтан лайăх хĕр суйласа çӳрет те, кайран усал хĕрех илсе хурать). Срв. Трхбл. Суйлакана суйланчăк лекет. См. суя ака, суя пичче.

пилле

благословлять. Сред. Юм. Альш. † Атте, анне, эсир пиллесен, эпир пин кунлăх, эсир пиллемесен, эпир çур кунлăх та çук. N. Тепĕр сукмакне пилленĕ хăпартусем чикет. Ст. Шаймурз. Анне пур таврари кӳршĕсене чĕнтерме хушрĕ. Вара эпĕ чĕнме кайрăм. Чĕнсе пухсан, анне пурне те пиллерĕ. Качал. Кĕçĕн ывăлĕ калат, тет: атте, мана пиллесе яр, эпĕ пичисене шырама каям, тесе. С.-Тим. Учитĕлĕн амăшĕ пĕр карчăка çуралнă ачана пиллеме хушрĕ (т. е. произнести ему разные добрые пожелания и наставления для будущего. Обряд ачана тирпейлени). Конст. чăв. Кукка: сана пиллесе калатăп, ачам, эсĕ Мухаммед тĕнне ан тух, терĕ. N. † Виллисем те пиллеччĕр, чĕррисем те савăнччăр. (Хĕр йĕри). ППТ. Пиллеччĕр или пиллеччĕр-çырлахчăр, — формула при поминании покойников и некоторых божеств (хĕрсут, кил-йышĕ, карта пуçĕ) в калăм кунĕ. Ib. Тавăрнас уммĕн пурте вут урлă: пиллеччĕр! çырлахччăр! тьфу, тьфу! чир-чăр вĕçтĕр! мана килес çула çак вăхăта çитмелле пултăр, пур хĕн-асапа çак вут çулăмĕ илсе кайтăр! тесе каласа каçаççĕ. (Çăпата çунтарни). Н. Седяк. Пиллес мар, çиленес Ир. Сывл. 14. Мана çамрăклах савса пиллерĕн. Урмай. Этеме савакан ыр турă! Акнă тырпул кăмăлне, çăмăрпала хĕвелне ху чысласа ху пилле Кучĕ хăмăш пек, тăрри пăрçа пек пысăк пулин, пар. (Моленье). || Завещать. Альш. Тата тепĕрне калакан шăпăр пиллесе хăварат. ЧП. Ах аттеçĕм те аннеçĕм, çӳç пĕрчинчен пиллинччĕ (пусть наделят меня скотиною. КС.). N. Акă манăн пĕр кĕреçе пур, сана çавна пиллетĕп. N. Ах аннеçĕм, мĕн пиллетĕн, аннеçĕм? — Кăкăру сĕтне пиллесем. Ах аттеçĕм, аттеçĕм, мĕн пилетĕн, аттеçĕм? — Çăкăрна-тăварна пиллесем. (Хĕр йĕри). Т. VI. II. Вара ывăлĕ амăшин кăкăрне: кăкăр сĕчĕ пилле, çавăр, тесе, чуп туса илет (салтак ăсатни). N. Çав çурă ят çĕре пиллени те çитет мана.

пилсĕр

неблагословенный. НИП. Пилсĕр — ашшĕ-амăш пехиллесе хăварман çын. Юрк. Пилсĕр япала, кахал, ĕçлеме ӳркенеттĕн, халĕ лаша ыйтса тăратăн. N. Пирĕншĕн, усал кăмăллăскерсемшĕн, пилсĕрскерсемшĕн (пархатарсăрскерсемшĕн) асапланса вилнĕ. Череп. Пилсĕр, неблагословенный (брань). || Недоброжелательный. N. Пилсĕр çын савăнĕ, унпа чĕрине пусарĕ. Расск. Вăл çынăн чунĕ пĕтĕмпех пăсăлнă, вăл пит кăмăлсăр, пилсĕр (без милости) пулса кайнă. Ашшĕ-амăшне. Пархатар ан курăр, пилсĕрскерсем! Турх. Хăвăн пилсĕр ăсупа хăна ху хурлăха хăвартăн. N. Пилсĕр кăмăла вăрахах хурлăх пусса антарĕ. N. Пилсĕр çынпа ырă тăвасси çинчен ан канашла. Альш. Манăн пиле çапла килет, чувство мне так подсказывает, предчувствую; пиле килнине тумасăр ан хăвар, делай так, как подсказывает тебе внутренний голос; унăн пилĕ тăрана пĕлмес, мĕн курнине пурне те хапсăнать; темĕскерле пилсĕр япала вăл: ĕç пуçличчен ăна курсан, ĕç ăнмас вара. || Жадный, скупой. Альш. Пилсĕр çынна «выла пӳлĕхçи» теççĕ. Кищаки. Пилсĕр = выçă куç, ĕмĕтсĕр. Сред. Юм. Пит пилсĕр çын олă, ôнтан япала илсе ôсах кôраймăн вара. Янтик. Ц. Сан пек пилсĕр çын тĕнчере пĕр çын та çук пуль. Ib. Ме, тăранман, пилсĕр, хăв ятна хăв çĕртен (çĕртетĕн). N. Вăл пит пилсĕр пулнă (был очень жаден), çынтан юлашки япалине туртса илме тăрăшнă (старался отнять у людей последнее).

пилни

неизв. сл. М. б. стекло? Пазух. Эх аттеçĕм, аттеçĕм! Кунтан эпĕ кайсассăн, пилни карăнтăк илсе ларт. Альш. † Эпĕ ларнă вырăна пилни карăнтăк илсе ларт.

пир

(пир), холст, полотно. Различают: 1) улттă пирĕ, холст основа которого состоит из 6 пасм (ултă вунă или ултă вуннă; пасма — численок по 3 нитки, т. е. 30 пар ниток, 6 пасм = 180 пар ниток в основе); 2) çиччĕ пирĕ, холст из 7 пасм или 210 пар ниток в основе; 3) саккăр пирĕ, холст из 8 пасм; 4) тăххăр пирĕ, холст из 9 пасм; 5) вуннă пирĕ, холст из 10 пасм; 6) вунпĕр пирĕ, холст из 11 пасм; 7) вуниккĕ пирĕ, холст из 12 пасм. Эти виды холста зависят исключительно от толщины ниток. Обычно у чуваш холст ткется из 6—12 пасм, при чем холст из 10, 11, 12 пасм назыв. катам пир, последний ткется из самык тонких домашних льняных или фабричных ниток. Катам пир также назыв. вообще белая тонкая фабричная ткань: бязь, мадеполам, коленкор и т. п. Пазух. Ах аттеçĕм, аттеçĕм, çиччĕ пирĕ çиттиччĕ, улттă пирĕ кипкиччĕ, урттăш йывăç сиктĕрми, улма йывăç пĕкечи. Яргуньк. † Ыр çын хĕрĕ калать, тит: юр çинчен пир вăрлăп, тит, çулла качча кайăп, тит. Якейк. Паян пир тасатрăмăр (= йолашки хут çуса тасатни). Ib. Эпĕр çăварни иртсенех пир тапратрăмăр та, пир тĕртсе пĕтертĕмĕр тавна (давно). Сред. Юм. Пире йор çине сарса шоратсан, каска çине илсе тôхса çапаççĕ, вара кайран тăсăлтăр тесе, тôртаççĕ. С. Айб. † Улача кĕпе пир урлă, пирĕн тăвансем ял урлă. Ст. Шаймурз. Тăванăн пĕр-пĕр çамрăк ачи вилсен, ăна вăсем тĕлĕкре пит аван çĕрте аван пирпе, пит тутлă çимелли япаласем тытса çӳренине курсан: аван вырăна кĕнĕ иккен, тесе ĕненеççĕ; усен мĕн çылăх пулмалла çамрăкскерсен, теççĕ.

пиçиххи çурăм хыçне пăрахмалла

назв. игры. Николаев. Пиçиххи çурăм хыçне пăрахмалла. Ачасем йĕркерен çаврака ларса тухаççĕ. Пĕрне пиçиххи тытараканни тăваççĕ. Çав çын, лараканнисем йĕри-тавра пиçиххине кăтартмасăр çӳренĕ чух, пĕрин хыçне ăна вăрттăн пăрахса хăварат. Леш ача хăй хыçĕнче пиçиххи выртнине сисеймесен, хуракканни, çавăрнса çитсен, пиçиххипе хăвалама тытăнать. Ларакан тăрать те, чупса çаврăнса хăйин вырăннех ларать. Унтан ку калех пиçиххине хурса çӳрет. Хăш ача хăй хыçĕнче пиçиххине пăрахса хăварнине сисет. Вăл вара пиçиххине илсе тăрать те, хуракан çыннине хăвалама тытăнать. Лешĕ, тарса ĕлекреймесен, пиçиххипе çитсе çапать. Тараканни вырăнне кайса ларать. Халĕ ĕнтĕ пиçиххине пытарма ку тытăнать.

пукане

(пуган'э), кукла. Рак. Пĕр пуканен хĕрĕх калпак. (Купăста). N. Пĕчĕкçеççĕ пукане пин хут кĕпе тăхăнать. (Купăста пуçĕ). N. Пукане пек (= илĕмлĕ). СТИК. Пукане пек кăна ĕçке ачи! Крошечный ребенок. Альш. Чӳке туса пĕтерсен, юмăçĕ укçине пукане тутарса, пукани аркисене илемлĕ пусмасемпе тыттарса пĕтерттернĕ, икĕ тенкĕ укçа чĕркесе эмеллеттерсе пăрахтарнă. Çав пуканене пирĕнпе пĕрле вĕреннĕ ача Егор Васильев тупнă Унпа пĕрле ытти çынсем те пулнă. Вăл пуканене илсе, шăлпа кышласа çуркаласа пĕтернĕ. Укçине Ванеш ятлă çын илнĕ. Çавăнтан кайран нумай та тăмарĕ — Егор чирлерĕ. Халăх хушшинче пурте: Егор чӳк пуканине çуркаланипе чирленĕ, ăна пукане çумĕнчи усалсем аптăратаççĕ, тесе кĕрлетчĕç. Альш. † Ах аттеçĕм-аннеçĕм, пукане пек ачăна укçа пирки çухатрăн. (Хĕр йĕрри). К.-Кушки. Пӳрнене пукане турăм-ха. Я (обрезал) палец и обвязал его тряпкой. Торп-к. † И, вупкăн пукане, пуçсăр ача тунăшăн, пуçне çапса çурăтăмч. || Кокетка. СТИК. Пукане — чечен хĕр, каччăсене тиркекен пысăк кăмăллă хĕр (в сказке «Пукане»). || Прозвище мужч. СТИК. Пукане Якку. || Моток. N. Икĕ пукане çип илтĕм.

пул

пол, быть существовать, делаться, совершаться, становиться, превратиться. Регули. 579. Ку япала полмасчĕ паян, эп она турăм. Ib. 582. Полман (туман) полсан, кирлĕ мар. Ib. 89. Вăл ĕç поласси такçан полать. N. † Ырă çын ывăлĕ-хĕрĕ пулам-и, ырă çын умне тăрса юрлам-и. С. Мокш. † Сăвăрсан тулă пулмастăп-ши? Шухăшласан ырă çын ачи пулмастăп-ши? Сред. Юм. Каç полса килет. День клонится к вечеру. Ib. Каç полса пырать. Ib. Санран та япала пôлаймарĕ ĕнтĕ. И из тебя ничего путного не вышло. Ст. Шаймурз. † Пирĕн аттен турă лаши, çула тухсан пырас пек. Ib. Шурăлă-кăваклă килет — çăвайинччĕ шурă юр пулса, калпакне тăхăнса хĕр пулса, килейинччĕ савнă тус пулса. Якейк. † Полас, полас, поласах, çак ял кĕрӳш поласах, полас мар-тăк, порнас мар, çак ял хĕрпе калаçас мар N. † Е пулайăп, е пулаймăп, сире урăх кураймăп. N. Никамăн та унта пăр пулман, вĕсен пулнă. Кругом ни у кого не было льда, а у них был. N. Пушă пулмарĕ, тата нумай хăваласа тухнă пулăттăм! N. Унта шыв пулмалла. Кан. Ара ку хамăр сурăх пулмаре вĕт! Пĕтрĕмĕр!.. N. Паян çăмăр пулĕ тен. Сегодня пожалуй будет дождь. Виçĕ пус. 22. Вĕсен чечекĕ лĕпĕш майлă пулнă пирки лĕпĕшкурăксем теççĕ. Ib. Нумайĕшĕ тата вĕсенчен вăрăм тымарлă пулать. Б.-Яуши. † Сиксе пырса чуп тума, инке чипер пулинччĕ. Кан. Кунта темиçе çĕр купа пулас утă сая кайса выртать. Сунт. Лисук пултăн-и-ха эсĕ? Паллаймарăм. Орау. Паян мĕн кун пулчĕ-ха, атсемĕр. N. Çырнă çырнах пултăр ĕнтĕ. Ау 294. † Çĕр-çырлисем ӳснĕ чухне тĕрлĕ курăка çавăрат, ĕмĕр пулсан çаврăнăпăр, хĕвел пек çутăлса. К.-Кушки. Кăвак лаша пулманни турă лашана вăй килет, тăван атте пулманни тăван аннене вăй килет. Собр. † Улача кĕпе пулас пулсан, тăхăнмăттăм эпĕ шурă кĕпе. N. † Кĕмĕл çĕрĕ пулĕ, пысăк пулмĕ, вăта пурнене чух юрĕ; пирĕн тăван пулĕ, пысăк пулмĕ, кĕреке умĕнче ют пулмĕ. Тим.-к. Окçини улах пулнă тет, варли пырса кĕнĕ, тет, шурă хĕрĕлли чашкипе мăйăр лартса панă, тет. Календ. 1903. Хăш чухне уйăх çĕрпе хĕвел хушшине пулать те, хĕвеле пиртен хуплать. N. Ах, эсĕ е сивĕ, е вĕри пулсанччĕ. Регули 268. Вăл онта полмин лайăхчĕ. Ib. 390. Эп тарçă полăп. Ку манăн полĕ. Ib. 393. Эп сумар пулăп. Эп пĕччен полăп онта. Ib. 398. Эс килтĕн он чох, вăлсам вăрманта полнă он чох. Ib. 571. Эп те вăлсампа онта полтăм. Ib. 397. Хăнча ман окçа полĕ, ончох кил. Ib. 678. Он чохне татни полĕ. Ib. 352. Он чохне татса хонă полĕ. Тогда уж будет нарублено и сложено. Ib. 353. Эс онта пырсассăн, пĕтернĕ полĕ. Когда ты туда придешь, (уже) будет кончено. Изамб. Т. Унтан е аллă, е утмăл пулĕ, теççĕ. N. Ман тĕлĕшрен пăртак та пулин кăмăллă пулăрах. Якейк. Э-эй, эс ĕçсех начарланса карн-çке (= кайрăн-çке), порнăçна пĕтертĕн-çке! — Полăпăрин тата. Сала 80°. † Вăштăр-вăштăр çил верет, карта айĕнчен вĕрет вăл; мăкăр-мăкăр сăмахсем, пирĕн çинчен пулать вăл. N. Сылтăм пит — çăмарти кĕçĕтни коласса полать. Цив. † Çӳлти акăш çуначĕ чухрах пулĕ пуласса; пире çырнă ачасем чухрах пулĕ пуласса. N. Сирĕн аçу-апу полĕ? || В качестве вспомог. гл. Юрк. Ку вырăн пулат-и? Разве это усадебное место? (т. е. это дрянное место и не годится для житья). Ib. Епле çук пулат?.. Пур! Кунта сĕтел çине килсе ларт, тет. Ib. Пĕр пусси кăна пур (только есть колодец на усадьбе). Шыва таçтан аякран тултармалла мар. Шыв пирки никампа вăрçма пулас çук пек туйăнат. В. С. Разум. КЧП. Хресчен пулмалла пулас пулсан, пире нумай çĕр ĕçлемелли япаласем кирлĕ пулать. Если нам придется крестьянствовать, то нужно будет приобрести немало земледельческих орудий. Регули 324. Он чохне эп килте çок полатăп (у др. килте пулмастăп). Ib. 394. Эс кам конта? — Эп тарçă полатăп конти. Тăв. 50. Вĕрентĕр, пирĕн пек суккăр пулнин ырри çук-çке. Коракыш. Вара арăм шухашланă: ку ахаль çын пулмарĕç (это не простой человек), тенĕ. В. С. Разум. КЧП. Вăл та ĕçлĕ пулса ларать. || Бывать. Баран. 133. Мĕнле шыв пулать. || Происходить. Баран. 134. Çил мĕнтен пулать? || Быть возможным, осуществиться, совершиться, приходиться. Юрк. Пулĕ те çав. Возможно, что это и так. В. С. Разум. КЧП. Пасар ытла пысăках мар, утса тухма пулех (пройти вполне возможно). N. Çук, пулмас пуль. (Отказ исполнить просьбу). N. Манăн сана курасси урăх те пулать, те пулаймасть. Регули 362. Онта ĕçме полĕ квас. Там можно будет попить квасу. Ib. 363. Ыттине тума полмĕ, кона тума полĕ. Прочего сделать нельзя, а это можно. N. † Çăварни çитмеç терĕмĕр: çитрĕ, полчĕ, иртрĕ поль, сисмесĕрех йолт(ă)мăр поль. Коракыш. Пулмаçтех (это невозможно)! тесе каларĕ, тет. Изамб. Т. Ачасем! капла пулмаст, эпир кĕтӳ йĕри-тавра саланар. N. Паян та кайса пулмарĕ (не пришлось итти). N. Санăн киле килмеле полмĕ-ши? Юрк. Карачăмĕ киле таврăнасшăн мар. Малашне те çапла вырăнтах слушит туса пурăнма пулат (возможно будет). Ib. † Шыв варринчи юпа çинче вĕçен-кайăк юрлат-çке. Элле пулас, элле пулмас, тутлă ăйхăм юлат-çке. Шугур. Мана вăл ялта ӳсме пулмарĕ (не пришлось). Ст. Чек. Ăна курса пулмарĕ (не пришлось). Ib. Эх, курса пулмарĕ ăна. N. Вăрман нумайччĕ, юпасем те килĕшсе çӳренĕччĕ, çурт тăвас тенĕччĕ, çĕвĕ вырăна куçса пулмарĕ иккен. Сред. Юм. Санран полать-и вара она тăвасси! Тебе ли это сделать! N. Окçасăр порăнма полать. Турх. † Çак тусăмсем умне пĕр тăрсассăн, куççӳл тăкăнмасăр пулаймĕ. Хурамал. Сиртен пулать-и! Вам ли это сделать. N. Касса хонă йоманне тĕнĕл тума полмарĕ. Орау. Мĕнле пурнас пулать апла? Как же это можно жить так? М. Чолл. Сантан илсе тухма пулаймас, хамăн кĕрес пуль. Орау. Вăл хута пама кăшт пулăшакан пулсан, илме пулать те, пулăшакан çук. || Иногда передается по-русски: быть нужным. Регули 373. Энер онăн килес полатчĕ. Ib. 1426. Онăн ир килес полатчĕ, вăл хальте çок. Ib. 374. Кона конта исе килес полмасчĕ, эсĕр конта исе килтĕр. Орау. Ман та паян чей ĕçмелле пулать (приходится пить чай). ЧС. Çынсем сĕт-турăх çийĕç ĕнтĕ, эпир вĕсен куçĕсенчен пăхас пулат (смотреть на них или просить у них). || Родиться. Юрк. Малтан авланнă ывăлийĕн ачисем те пула пуçлаççĕ. || Уродиться. Чхейп. Акнă тырă çине вăхăтра çăмăр çуса шӳтермесен, пулас тырах пулмаçть. ТХКА 85. Шураçăн, пулнă çулсем, тырă лайăх пулать. Альш. Утă пулнă çул питĕ аван пулать (там). Бюрганский. Вăл йăлана пăрахсан, пире пит йывăр пулмалла, теççĕ, — тырă-пулă пулми пулĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчемĕ (из рассказа о прошлом). || Поспевать. Якейк. Паломми полма пуçлать (начинает поспевать). Хурамал. Тулă пула пуçласан, тилĕпе упа кайнă тулă патне. Якейк. Ах, ман сӳс лайăх полнă. Он сӳсĕ полиман-ха. Ib. Сӳсе, полса çитсен, шура (= шывра) выртарма йорамаçть, çĕрсе каять. В. С. Разум. КЧП. Улмийĕсем йывăç çинчен пула-пула тăкăнаççĕ. N. Ыраш пулаймасан, пырăп-и тен; ыраш пулсан (если поспеет), пырасси пулмас. Баран. 154. Кунта ӳссе пулнă йĕтĕн пит хака çӳрет. || Зачитываться. N. Пĕр тенки тепĕр уйăхшăн пултăр. || Быть готовым. Орау. Пирĕн хуттăрсем пулнă-и? — Çук-ха, юнкуна тин пулаççĕ (будут готовы на среду, в среду). Ib. Пери-пĕри япала тӳрлетсе пĕтерсен, тепри ăна кĕтекенни: пулчи? тесе ыйтать. N. Вара мăн-кĕрӳ, виçĕ тапхăрччен кайса, çамрăксан (молодых) алăкĕнчен таккать, çапла каласа: пулчи? Тесе. Орау. Сăмавар пулман халь (не готов, не на столе). Ала 21. Иван, эсĕ пĕре те ан хăра, пĕр хăрамасăр вырт та çăвăр, эсĕ тăнă çĕре карап пулĕ (будет готов), тенĕ, тет. Йӳç. такăнт. 14. Ну, çитет сире паян! Чарăнăр!.. Карчăк, пулчи санăн? Ib. 15. Ман пулнă. Манăн пулчĕ. С.-Устье. Паян пулчĕ, ыран пулчĕ, туй тума вĕрем çитрĕ, тет. || Деваться. Халапсем. Манăн вара пурттăм ăçта пулчĕ (куда делся)? Н. Карм. Шăппăр таста пулнă (не знаю, куда, делась метла), урай шăлма; витере-тĕк (если в конюшне), илсе кил-ха. || Очутиться. Якейк. Пĕре ора шуса кайсанах, çырма тĕпĕнче полăн (полмалла). N. Хăйсем ялĕ таçта ту айне пулса, курăнми пулса юлат. || Казаться. N. Вĕсем мана пĕтĕмпех пĕлмен çынсем пек пулчĕç. || Оказаться. Абыз. Виç валем пек пуçĕ пулчĕ, улт купа пек кĕлетки пулч (у убитого змея). Регули 585. Ку лайăх полчĕ она. || Доставаться. Янтик. † Ах, йыснаçăм Якку пур, сана пулас хĕр марччĕ, такçтан телей çавăрчĕ. (Свад. п.). N. † Ир те пулат, каç та пулат, каçа хирĕç çил пулат; ик хура куç сана пулат, килсе курсан мĕн пулат. Лашм. Сан пекки мана тата пулĕ, ман пекки сана урăх пулас çук. Якейк. Ман виç тенкĕ окçа онах (санах) полчĕ. || Попасть в наказание. Якейк. Полчĕ ĕнтĕ коншăн мана. Достанется мне за это. Регули 587. Сана полатчĕ те, эс килимарăн. КС. Полать сана мантан! Попадет тебе от меня. || Удаваться. Ст. Айб. Выльăх-чĕрĕлĕх пăхмасăр пулмасть, теççĕ. (Послов.). N. Мункуна киле таврăнасшăнччĕ те, пулмарĕ (не удалось). Кубня. † Анкарти хыçĕнче тилĕ юртать, хуса кӳртсе пулмĕ-ши? Пулмарĕ пуль çав хуса кӳртесси (не удалось, видно). Ау 64°. Эх, пулмарĕ иккен! Не удалось! N. Сире курасси пулмасть пулĕ? (не удастся). || Сбыться. Чăв. й. пур. 19. Ăна çав ашшĕ калани чăнах пулнă (сбывалось над ним). || Случиться, совершиться. Актай. Ту-ту ула ут, çула пулса вилми ут, ту хăпарса ăвăнми ут. (Кăткă). Альш. Ывăлĕ хăранипе каласа хурать, тет, старастана улĕм мĕн пулмасса (сообщает на всякий случай старосте, предупреждая, кабы чего не случилось). Регули 590. Халь йăвăр çолсам полчĕç (килчĕç). Букв. 1904. Темĕн, ачам, пурте чăн-ши вара вăл унта, терĕ. Çак ялта акă иртнĕ хĕлле чăнах та пуласса та пулчĕ ун пекки. Юрк. Лешсем те темĕн пулчĕ-тĕр, тесе, хăраса пӳртрен хăшĕ турчăка, хăшĕ ухват йăтса тухса, ăна: сана мĕн пулчĕ? тесе ыйтса пĕлеççĕ. || Быть занятым. Алших. † Тек авăнпа пулас мар, паранкă кăлармасăр юлас мар. || Притворяться, делать вид. Панклеи. Ачу (сын твой) килнĕ çĕре эсĕ чирлĕ пулса вырт (притворись больною). N. Лешĕ мĕн те пулин вăрланă пулать. Тот делает вид, что украл (в игре). Регули 171. Эп те ĕçленĕ пек полам. Ib. 335. Эп тытнă полтăм. Ib. 336. Вăлсам çине кала, вăлсам тытнă полччĕр, эпĕр мар. Ib. 361. Эп çакна тума полам. Ib. 360. Конпа çирĕм лаша вăрланă полам. || Обещать, обязаться. Юрк. Унта çынсене хăйпе кĕрешме чĕнет, хăйне çĕнекен çынна çирĕм пилĕк тенкĕ тӳлеме пулат. Альш. Вăрçĕччĕ, вăрçма юрамаст, мĕшĕн тесен вĕсем варçмасса пулнă. N. Пама пулнă. || Хотеть. N. Каясшăн пулнă. М. Карач. Вĕренсе тухсан, эпĕ пит вĕренме каясшĕн пулнă, вĕрентекен те пит парасшĕнчĕ. Çамр. Хресч. Мĕн тĕрлĕ эпĕ сана ярасшăн пулмарăм, çапах та эсĕ мана итлемерĕн. Как ни старался я удержать тебя (дома), но ты меня не послушался. || Истопиться. Городище. Мунча пулнă. Баня истопилась. Сред. Юм. Мунча пôлнă. Баня истоплена, готова (можно итти париться). Ст. Семёнк. Кăмака пулнă. Печка прогорела. || Coire. Городище. Эп Ванюкпа пулман. || Употребляется в чувашизмах. П.-Сорм. Унччен те пулмарĕ, тет, тимĕрç-лаççи патне çитрĕ, тет, çав çĕленех. Йӳç. такăнт. 52. Эпĕ çитеччен те пулмарĕ (не успел я подоспеть), вăл тăвар кисиппипе янклаттарса та хучĕ. Ала. Çавă ача пӳрте кĕрсессĕнех, пушăтне пăрахаччен те пулман, ачана çапнă та ӳкернĕ. Юрк. Вăл эпĕ çапла каличчен те пулмарĕ, кĕнеке аллинчех тытса тăнă. Эпĕ ăна сăнаман та. Эпĕ çапла каласанах, вăл мана вулама кĕнеке пачĕ. Ib. Ăна пулсан, тăванĕсем, ял çыннисем, пурте начар çынсем пулнă. N. Эпир пулсан, пĕр пус та ярас çук. Мы на его месте не послали бы ни одной копейки. Якейк. Иван полса Иван мантан колать. На что Иван, и тот надо мною смеется. Сенчук. † Ай-хай куккамçăм, инкеçĕм, чăнах пулмалипе пулнă иккен. СТИК. Ĕнтĕ эсĕ ачупах пултăн! Ты там все возишься с ребенком! Ну уж ты спаслась там со своим ребенком. БАБ. Хайхи хушпусене: мĕн пулсан пулат (будь что будет), пытарса хутăм. Ib. Мĕн пулсан та пулат (что будет, то будет), эпĕ те юмăç каланă тăрăх туса пăхам-ха. Пшкрт. Мĕн полсан полат, тавай кĕрсе пăхăпăр. Хĕн-хур. Мĕн пулсан та пулĕ (что будет), сик: ура хуçăлнине тӳсĕн, вутра çунниех мар. Янш.-Норв. Хайхине, мĕн пулин пулат тесе, пĕтем вăйăмпа: уççах! тесе кăшкăрса ятăм (крикнул на волка, который крался к вутăш'у). Ib. Унăн пек хĕр эпĕ кун чуллĕ пулнăранпа та курман (очень хороша). Сред. Юм. Пиччĕш пôлмин, ашшĕ пôлтăр. Для меня не брат, будь хоть отец (все равно). Ала 12. Малалла вара ватă хуçанăн унпа пырасси-тăвасси пулман, тет. Толст. Санран çĕлесси пулмĕ. Не сумеешь шить. Шурăм-п. Мана: çакăнта лар-ха! тесси пулмарĕ. Сёт-к. Пĕр тапрансан полмĕ-ха вăл йоласси. Когда примемся за работу, то уж не будем оставаться дома (из-за незначительного дождя). N. Ырана валли çак стихотворение вĕреннĕ пултăр (вĕренсе хунă пултăр)! У меня, чтобы к завтрашнему дню выучить это стихотворение. Регули 1505. Эп хам тума пĕлместĕп полсан, вăл мана вĕренттĕрччĕ. Ib. 365. Çапла тăвăр, мана тытмалла полтăр. Ib. 442. Тытса полсан, исе кил. Ib. 443. Ман атти килнĕ полсан, сан пата ярăп. Ib. 448. Сумар полнă полин, мĕн ĕç? Ib. 457. Вăл корнă полсан, çиленнĕ полĕ. С.-Устье. Çавнашкал (такой-то) салтак килсен, укçа илнĕ ан пултăр (чтобы с него не брать). Альш. † Илтнĕ пулăр хĕр-çынсем: çулла каяс ан пулăр. Регули. 310. Эп онта порнатăп полсан, халь ман пата килĕччĕ. N. Порăннă полнă, тет, пĕр ялта пĕр карчăкпа старик. N. Санăн ачу вилмен пулнă, вăл сиве шăнса вилнĕ пек хытса кайнă пулнă, халĕ пӳртре ăшăнчĕ те, авă сывалчĕ.

пулас

возможный, будущий. Толстой. Хурчăка ачана йăтса илсе каясси пулас ĕç-и вара вăл? Шурăм-п. Çамрăк-сем хăйсен пулас ĕмĕрне пĕлесшĕн темĕн пекех çунаççĕ. || Имеющий быть. СТИК. Пуласăн пăхĕнчен паллă. Если смолода плох, то и после будет такой же. N. Çĕр тенкĕ кирлĕ мана, тесе каларĕ, тет, тарçă пулас çынни. || Должно быть. N. Эсир паян пулла кайнăччĕ пулас? тет кӳршĕ.

пула-тăркачах

«будучи». КС. Пуян çын пула-тăркачах кĕлмĕç ятне илсе тăчĕ. N. Хай вăл тăпра пула-тăркачах çилĕ усрат (гневается).

пулин

(пул'ин'), пусть, ну так что же? См. Оп. иссл. чув. cинт. II, 165. Регули 439. Вăл сумар полчĕ; полин, мĕскер тăвас. СТИК. Кайнă пулин вара... мана мĕн ĕç! Мне какое дело, пусть ушли. || Несмотря на то... хотя. Регули 1516. Хăва хоçа полин те, çаплах ĕçлет. Ib. 1500. Вăл пурмис полин те, эп онтан хăрамастăп. Б.-Яуши. † Кăвакарчăн кăвак та, чĕппи нумай, чĕппи нумай пулин те, ай, сĕчĕ çук. N. Хам пĕчĕккĕ пулин те, чăрмавăм пысăк пулайчĕ. Актай. Аçуна вĕлерчĕ пулин те, кайнă чух улма пулса ларăпăр, вĕсем, ăна çисе пăхсан, вилĕç, тесе каларĕç, тет. Якейк. Йăван полин Йăван çынтан колат. || Даже и... Торп-к. Хум-пуç калать тет: эсĕр уна та пулин (даже о такой малости) калатăр; эпĕ кĕсре куртăм, утмассерен тиха тăвать те, уна та пулин (даже о такой удивительной вещи) каламастăп. || Хотя бы. N. Вăл та пулин ан пăрахтăр. Менча Ч. Камăн хăйĕн аш-пăш, сăра тума хăмла-салат çукки сутăн та пулин илсе хатĕрлет (хоть купит да приготовит, т. е. хотя бы даже пришлось купить, а все-таки купит). Янтик. Салам ярса салам çитмесен, хăвăр та пулин килсе курсамăр. Ачач 71. Апла пулин те. || Кабы, если бы. СТИК. Эсĕ мана ăна каланă пулин, атту каламан мĕн туман, ыйтатăн (кабы ты говорил мне, тогда другое дело, а то чего приставать). || Урмай. Кучĕ (хлеба) хăмăш пек, тăрри пăрçа пек пысăк пулин пар. (Моленье). Т. VI, 25. Пĕсмĕлле, турăçăм-пӳлĕхçĕм, выльăх-чĕрлĕхшĕн те пулин çырлах; пĕр вĕçне картана, тепĕр вĕçне шыва пар. Кĕсре хыççăн тиха ертме пулин пар, сурăх хыççăн путек ертме пулин пар. || Иногда имеет то же значение, что пулсан. Альш. † Ăсатассăр пулин час ăсатăр: пусмăр çине тухса тĕсетĕр. Ib. Тырри пулин тырри, чăххи пулин чăххи, темĕн те пуçтаратчĕç, тет. || Из-за, ради. Ерк. 54. Мула пулин уйрăлчĕ ула утран Патерек — виçĕ тăван савăнчĕ ку лашашăн темĕн пек. || Часто входит в состав неопределенных местоимений и наречий. О сохр. здор. 20. Çавăн пек чирлĕ çынсенчен чир кирек мĕнле япалана та пулин çыпăçса ерсе юлать юлатех. || Что касается до... Ст. Шаймурз. Ашшĕ пулин, улпут пулса пурăнат, тет, ывăлĕ халĕ те патша пулса пурăнат, тет. (Сказка). Альш. Çуркунне пулин пĕтĕмпе яла шыв кĕрет. Ib. Ача-пăча çула пулин пĕрер кăкшăм ăман чавса кăларат та навус айĕнчен, каят эрттилпе Этремен хĕррине вăлта хыптарма.

пулĕ

(пул'э̆), возможно, пожалуй, вероятно. Ала. Евгений каланă: пулĕ, кунта пĕр маях килеççĕ те, пĕлместĕп, тенĕ, тет. Цив. Ухмах кукша кăмака çинче выртнă çĕрте пӳрте çунтарса ярать пулĕ ĕнтĕ (того гляди сожжет избу). Орау. Эпĕр: эсĕр пулĕ, тесе. Мы думали, что это вы. N. Пулĕ те пулĕ. Возможно, что это не так. Регули 455. Эс памастăн полĕ она. Якейк. Онта ват-çынсам та полĕ (возможно есть). ЧС. Пичче хурăнташсене чĕнсе килчĕ те, масар çине шăтăк алтма пĕр сакăр çын пулĕ ярчĕ. Ст. Чек. Вăл ачине шкула ярасшăн-ха пулĕ çав (вероятно). Сенчук. Эпĕ çавăн чух пер вуниккĕре пулĕччĕ çав. В то время мне, вероятно, было лет 12. Коракыш. Сана патша касатех пулĕ (наверно казнит. Сказка). Бес. чув. 4. Темĕн, эпĕ пĕлместĕп сана, эсĕ хĕнеместĕн те пулĕ (возможно, что ты и не бьешь), анчах ху лашуна хĕненине эсĕ пĕлместĕн. Регули 376. Манăн ыран ярас полĕ (пожалуй). Султангул. Чĕппи асне килет-ши? Килмесен те килмест пулĕ (возможно, что и не приходит на память), унăн чĕппи тата пур. Панклеи. Айта, Чип-чип вăрмана потрана кайăпăр, теççĕ (говорят они). — Халь пир тĕртеп, пыримастăп полĕ, тет (отвечает). Янш.-Норв. † Пахчи, пахчи пах улми, чи тăрринче сар улми, илсе каяс сасси пур; кайăçин те кайĕç пулĕ (возможно, что и унесут), пирĕн пахчара тата пур. Альш. Ачи каланă: сутнă пулсан сутнă пулĕ (продано так продано), каяп эппин эпĕ асатте патне, тенĕ. || Должно быть. N. † Каç пулать пулĕ тесе хăрамастăп, уйăх çути пулмин, çăлтăр пур. N. Чăтулăх пачĕ пулĕ. N. Вĕрентĕмĕр пулĕ. || Приблизительно. N. Çавăнпа Якур çаранне кашни çул, пĕр 3-4 хăлаç пулĕ, шыв çисе пăсса ишсе пырат. Хир-б. Çăмарта икĕ çĕр пулĕ (обозначает приблизительное число чего-нибудь), кĕрпе пĕр пăт пулĕ, çупала сĕт икĕ витре пулĕ.

пулетти

(пул'эт'т'и), понятой. См. пунетти. КС. Пулеттие каяс. Быть понятым. Ib. Пулеттисене илсе килес. Якейк. Энтри паян тыррине çитарса янăшăн Ямашран полетти пăхтарма çынсам исе килчĕ.

пумилкке

пумилке (пумил'ккэ), поминки. ЧС. Собр. Пĕр-пĕр çын вилсен, унăн пумилкине е пĕр эрнерен, е уйăхран туса иртереççĕ. Пумилкине тунă чухне пĕр тиха, тата урăх япаласем пысаççĕ, ашне хума ĕстел-пукан илеççĕ те, виçшер лашапа, шăпăрпа, пĕр вар пуçне кайса, ашне хуранпа пĕçерсе çияççĕ, тата хăйсемпе пĕрле вилнĕ çынĕ те пукан çине ларса çиет, теççĕ, Ала 73°. Песни на поминках по умершем (пумилкке юрри). После смерти взрослого человека или старика в положенный родственннками умершего день чуваши справляют поминки по нем. День для поминок выбирают чаще осенью, после уборки хлебов. Гости сначала едят и пьют в избе, а потом выходят на улицу, где против дома умершего ставится чурбан. К чурбану с одной стороны прикрепляется свеча. По выходе гостей из избы свеча на чурбане зажигается, разводится костер около чурбана. Скрипач играет на скрипке, один или двое из гостей пляшут на разгоревшемся костре до тех пор, пока не потухнет костер, а остальные гости в это время кружатся вокруг чурбана и поют следующие песни. 1. Çурăм пуçĕ килет шуралса, шурă пир карсан та чарас çук; хĕвел тухĕç килет хĕрелсе, хĕрлĕ хăмаç карсан та чарас çук; пирĕн иртсе пыракан ĕмĕрĕмĕр, шурă чаршавă карсан та чарас çук; телейрен иртекен çутă тĕнче пиртен те юлĕ-çке çак тĕнче. 2. Асаттеçĕм, асатте (если молодой умерший, то вместо слова «асаттеçĕм, асатте» поют «тăванăм» или имя умершего), çурăмпуç килет шуралса, санăн сăну çук-ĕçке; чĕкеç килĕ — чивĕлтетĕ, санăн чĕлхӳ çук-ĕçке; ир тăрсан та, каç выртсан та, сан вырăну пушă-ĕçке; эпир сана асăнатпăр, эсĕ пире ан асăн. Ст. Чек. 'Пумилкке. Пăру, сурăх пусаççĕ, сăра тăваççĕ, çимĕç тăваççĕ, эрех илеççĕ, çĕр чĕртеççĕ (= çĕр-хута лараççĕ). Малтан пуçтарăнсан кĕпер патне тухаççĕ: унта чăхă пусса исе тухаççĕ, çиеççĕ асăнса, хывса масар çине каяççĕ, кĕпер хываççĕ, вилнĕ çынна каçса çӳреме Сĕтел-тенкел лартса хăвараççĕ унта, асăнса çиеççĕ. Масар çине кайсан, вут чĕртеççĕ. Хĕрес çумне юпа лартаççĕ, юпи çине çурта çутса лартаççĕ. Хăпарту, чăкăт хураççĕ. Ăрама çуртисене — мĕнĕсене исе тухаççĕ, ĕçеççĕ-çиеççĕ, вут хураççĕ, таптаççĕ, ташлаççе. Çав эрнерех эрнекун хутăштараççĕ — ĕлĕк вилнисемпе пĕрле асăнса çиеççĕ: пĕр çĕре хутăштаратпăр, пĕрле çӳрĕр, тесе. Çын вилсен, ăратнене, качча кайнă хĕрĕсене чĕнеççĕ. Арçын вилсессĕн, арçын: çывăхраххи, тетĕшĕ е ывăлĕ, çăват; хĕрарăма хĕрарăм çăват: хĕрарăма та, арçынна та шур кĕпе, шур йĕм, ун çине сăкман тăхăнтараççĕ. Урине: атти пулсан, аттине, кĕçатти пулсан, кĕçаттине, тăхăнтарса вырттараççĕ; арçын пусан, çĕлĕкне хураççĕ; арçынна шăшлĕ, тура хураççĕ. Тăприне хăне, çывăхраххи, çĕр пуçлакан малтан ярат пĕр кĕреçе. Çӳппи-çаппине, тупăк тунă чухнехи турпасĕсене масар çине кайса тăкаççĕ. Пытарса килсессĕн, пĕр читвĕрт эрех ĕçеççĕ. Виç кунĕнче така е сурăх пусаççĕ. Умĕнче пултăр! тесе çурта çутса çиеççĕ ăратнепе. Юппиччен [т. е. до общих поминок, которые бывают в «Юпа уйăхĕ»] эрне каçсерен çурта çутса асăнаççĕ, хываççĕ пумилкке тăваччен. Кĕркунпе, кĕрхи-сăрара пумилкке тăваççĕ, ăратнисене, хурăнташĕсене, ютрисене чĕнсе пумилкке тăваççĕ. Пумилккене шăматкун каç пуçлаççĕ. Ăратнесем, ютсем пĕçерсе пыраççĕ çимĕç: пашалу, çăмарта, кулачă илсе; çывăхраххисем — ялтисем тет ютрисем те — килсерен чăхă е автан пусса палăштух эрех исе пыраççĕ. Пурте пуçтарăнсан, аслă кĕпер патне, çăл патне каяççĕ пĕчĕк сĕтелпе тенкел лартса: умăнта пултăр, тесе хывса хăвараççĕ. Хĕвел ансан, е тĕттĕм пулсан, масар çине каяççĕ хывма. Унта килтен çимĕçсем: автан, çăмарта, хăпарту, эрек, сăра, пыл — камăн пур, исе каяççĕ. Малтан çиеççĕ асăнса, унтан хываççĕ. Савăтсене çавăнтах çĕмĕрсе хăвараççĕ. Масар çинчен килсен, ĕçеççĕ-çиеççĕ, купăспа ташлаççĕ, юрлаççĕ. Çурçĕр тĕлĕнче тата лартса çитереççĕ: çиекенĕ çиет, ĕçекенĕ ĕçет, хуçа ĕçтерет, юрлакан юрлат, ĕçекен ĕçет, çывăракан çывăрат. Килекенепĕрне аçа куркинчен (особый ковш на поминках) ĕçтереççĕ те, леш: умĕнче пултăр, тесе, пĕр пус-и, икĕ пус-и курки çине ярат та, ĕçет. Çав укçасене пуçтарса эрек илеççĕ. Çутăлсан çав эрекпе, сăрапа ăрама тухса, купăспа ташласа, юрласа ĕçеççĕ. Кайран, ĕçсе пĕтерсен, аçа куркине: умăнта пултăр, тесе, тапса çĕмереççĕ. Унтан вара ăратнене каяççĕ. Кам исе кĕрекенĕ патне пурин патне те кĕреççĕ. Унта та купăспа юрласа, ташласа ĕçсе-çисе çӳреççĕ. Пумилкке тусан пĕр эрнерен ăратнесене чĕнсе хутăштараççĕ. Çурта çутса асăнса: пĕр çĕре хутăштаратпăр, уйрăм-суйрăм ан çӳре, тесе асăнса ĕçсе çиеççĕ. Н. Седяк. 'Аслă пумилкке. Кăнтăрла иртсен çын чĕнеççĕ те, вилнĕ çынна асăнса выльăх пусаççĕ. Çак выльăха пуснă чух кăшт шăпăр калаççĕ. Тепĕр çамрăкрах ачана выльăх пуссан кайран лаша утлантарса хурăнташсене чĕнме яраççĕ. Лаши мăйне шăнкрав çакаççĕ, ачи çурăмне тутăр çакаççĕ, умне мăй-çикки çакаççĕ (тенкĕрен тунă). Ялти хурăнташсене чĕнсен, масар патнелле кайса çапла калать: (ятне) выльăхна илме пыр, тет. Пур хурăнташсем эрех, пыл, хăшĕ сăра илсе пыраççĕ, унтан вара хываççĕ те, кăларса тăкаççĕ. Пумилккере шăпăр, кĕсле, купăс каласа ташлаççĕ. Çĕрле пулсан, лашапа нумайăн масар çине каяççĕ. Çынсем каяччен, хайхи чĕнме кайнă ачана пĕр пиçнĕ чăхă ашĕ парса яраççĕ; çак ача пуринчен малтан кайса ашне вилнине асăнса çиет пĕчченех, вара лешсем те лашапа пырса çитеççĕ. Унта хываççĕ, ĕçеççĕ, ташлаççĕ. Çапла ташласа иртерсен, пурте киле таврăнаççĕ те, çĕрĕпе ĕçеççĕ, ташлаççĕ, юрлаççĕ, хăшĕ (конечно) макраççĕ. Ирхине пулсан, шурăмпуçпе хапха тул енне, урама тухса иртерсе яраççĕ. Урамра киле лартаççĕ, ун çине вилнĕ çынна хывнă чашăка лартаççĕ. Хайхи, чĕнме кайнă ача, виçĕ хут ташласа çаврăнать те, киллине урипе тапса йăвантарать, вара вăл килĕ темиçе кун выртать урамрах. Унтан вара пумилкке пĕтет. Масар çине, вилнĕ çыншăн тесе, чашăк, кашăк, чĕрес пăрахаççĕ; ашне çисен, шăммисене те çавăнтах кайса пăрахаççĕ. Вилнĕ çыншăн асăнса лашă пуснă пулсан, нăхта кайса пăрахаççĕ. Пирĕн масар çинче нахтасем выртса çӳреççĕ. Вилнĕ çынна чăвашсем çулталăкра виç-тăват рет асăнаççĕ. Çын вилнĕ çултан пуçласа виçĕ çимĕкре масар çине лашапа урапапа кайса асăнаççĕ (хываççĕ). Çимĕк умĕн кĕçнерни кун масар çинче çын питĕ нумай пулать асăнакан. || Так бранят лошадь (годна на заклатие на поминках). N. Ах, пумилкке, мур!

пунетти

то же, что пунеттей КС. Çанта тырă пахалама пунеттисем илсе карĕç (при потраве). Ib. Мана пунеттия илсе карĕç (в понятые).

пурлă-çуклă

скудный. Шел. 61. Пурлă çуклă мулĕпе çӳрет унта васкаса. ЧС. Хам ĕлĕк тертленсе, пурлă-çуклă сурпанăмçене сутса, пăру илсе ӳстертĕм. Изамб. Т. Манăн вара ул кĕркунне пурлă-çуклă тырра сутса лаша туянмалла пульчĕ. Истор. Куланай тӳлесе пурлă-çуклă пурăннă. Сред. Юм. Порлă çоклă янала кăлт тыткала пуçласаннах пĕтет ô (когда его немного, то оно скоро кончается). N. Вĕсен çийĕнчи пурлă-çуклă тумтирĕсене сĕве-сĕве илнĕ пулĕ. КС. Пурлă-çуклă пурăнать (кое-как). Ib. Пурлă-суклă укçине çынна парса пĕтерчĕ (немногие, какие были). Изамб. Т. Пурлă-çуклă çын, бедный, бедняк. || Скудно, кое-как. N. Хăй тарçисене пурлă-çуклă усрасшăн пулнă.

пурак

бурак. Ширк., КС., Хорачка, Шибач. Тюрл. † Хорăнтан пурак тăвăттăм, хорăн хоппи сĕвĕнмес. Яргуньк. Хурăн хуппинчен пурак турĕ, тет. СПВВ. Пурак = пырак. Бр. п. водку 2. Ача хурăн хуппинчен пурак тума тытăнать. Шишкин. † Хорăн тăрне хăпартăм, пĕр пураклăх хоппишĕн. || Кузов. V. S. Ядр. † Пиçнĕ-пиçмен çырлашĕн пурак илсе тухас мар. || Табакерка. N. Çынни пурак кăларчĕ, тет те, сăмсине тапак турта пуçларĕ, тет. || Икры сапог, твердая часть голенища. Шорк. Аттин пуракки анса кайнă ĕнтĕ.

порукă

(поругы̆), то же, что порока. Тюрл. Порука илсе карĕ. Ib. Çакă çыншăн порукă полтăм.

пурăнăç

пурнăç (пуры̆ны̆с, пурны̆с), жизнь. Изамб. Т. Кутăн кайнă пурăнăç. Сборн. по мед. Пурăнан пурăнăçра та çавах: пурăнăçа малалла ярам, тесен, шухăшлас, тăрăшас пулать. Ск. и пред. 103. Вара хайхи пурăнать, пурăнăç чулне (тяготы жизни) сĕтĕрет. N. Пурăнăçăн вĕçĕ çывăхарнине курсан... ЧП. Эпир пурăнатпăр пурăнăçа, пуçа мĕн килессе пĕлместĕпĕр. N. Иккĕшĕ пĕр-пĕринпе курăнăçса пурăнăç ыйтнă вĕсем. Ал. цв. 27. Ниăçтан та хирĕç чĕнӳ те, пурăнăç ыйту та, нимĕн те илтĕнмест. Трхбл. Пурăнăçу-масару! Чорт бы ее подрал, эту жизнь! Ст. Чек. Йăвашланн = пурăнăçĕпе çука ернĕ. Ib. Пурăнăçа ирттересчĕ. Ib. Пурăнăç умне татрăмăр (выбились из бедственного положения и даже несколько разбогатели). N. Кунтан кайнă чух, тулли пурăнăçпа тухса кайрăм эпĕ. N. Лайăх пурнăç тăвайрĕç-ши? Орау. Этемĕн пурнăçĕ: паян пур та, ыран çук. Ib. Пурнăç манăн пĕтĕмпех кутăна карĕ-ха (плоха). N. Пуян çынăн пурнăçĕ кĕпер урлă каçнă пек, начар çынăн пурнăçĕ тăвайккинчен хăпарнă пек. N. Ман порнăç питĕ осал, питĕ йăвăр, йĕп тăрăнчи порнăç пекех. N. Сан пурнăç мĕле, пăртак самай пик туйнать-и? N. Ман пурнăç ăнми пулчĕ: хам Хусантан килнĕ çĕре качака путекки вилсе выртрĕ. N. Пурнăç пекскерсем. N. Эсĕ ху та пĕлен манăн пурнăç йĕп çинчине. N. Вăл (она) только пурăнăçа юхтарса анчах пурнать (плохо). Ерк. 76. Çапла Урха килĕнче пурнăçсем шăваççĕ... Тăв. 18. Пĕри вăрмана, тепри армана кайсан, мĕнле пурнăç пулать. Чураль-к. † Кăмака çинчи сарă çыв, ирлимаç-çке, пĕтимаç-çке; хамăр ялти сар варлийĕ, мансăр пурнăç пурнимаç-çке. Сёт-к. Вăлчăр-вăшт! пирн порнăç çакки çи-и-нче! тесе каланă, тит. — Алă тони пак туса килет поль те-хе, титчĕç. Вара килсен сар кĕрĕксем ĕçлеттерĕччĕ. Ib. Пирн ялти Палли старик калатчĕ, тит: порнăç кокри — воник коккăр. Шибач. Атти, тет, пирĕн порнмалăх, тет, порнăç пор, тет. Неужели, тет, пире, тет, орăх çĕрте хĕр паракан полмĕ, тет. ЧС. Аçу-аннӳ сăмахне пăхмарăн ĕнтĕ, таçти ютă çын вĕрентнĕ пек пурăнса, ӳлĕм епле пурнăç тыткалăн-ха. Нюш-к. Кăсĕм питĕ тӳрленсе иккĕш те çамрăк вăйпа питĕ ĕçлесе пурнăç тăвса пăрахаççĕ (усиленно работают и делаются зажиточными). Якейк. Порçăн тоттăр порнăçăмччĕ, вĕçсе кайса çохаласран, апи илсе çыхинччĕ. Ой к. Асламас. Порнăç умне татрăм. Поправился. Ашшĕ-амăшне. Иван пурнăç ыйтсассăн, вăл ăна хирĕç каланă: атя, килех! хăна пулăн? тенĕ.

пуртă

, портă, (пурды̆, порды̆), топор. См. Пурт. N. Лаши çинчен туртса антарас та, пуртăпа лартсан — ĕç пулса та тăчĕ. Янтик. Ан кӳрччăр-ха мана ĕçлеме!.. Пĕтĕм юписене пуртă лартса тухам. Испорчу все столбы острием топора. Шарбаш. Портăсăр, çĕçĕсĕр пӳрт тăвăп. (Йăва). Орау. Санăн пуртту çта? Ху çуммăнта курăнмаçть-çке? Хытă суять вăл: вăл сăмахĕпе пуртине те, аврине те тыттарать, ăна шансан. Шибач. Эпĕр портăпа çĕçĕ пек, т. е. в ссоре. Карсун. † Илтĕм пуртăçăма аллăма, карăм аслă улăха çӳреме. Б. 13. Кирлĕ мар катăк пуртă та ĕмĕрте кирле пулнă, тет. Вил-йăли. Тата курка тытни пуртă е кусар илсе пырат. Пырсассăн, пурттине е кусарне юхакан шыв çине çивччине çырма пуçнелле туса пăрахаççĕ. Сунчел. Мĕшĕн шавлать çав вăрман? Вырăсла пуртă касасран. N. Пурнан ĕмĕрте кирлĕ мар катăк пуртă та кирлĕ пулнă, тет. (Послов). || Валет (масть в картах).

пус

, пос, давить, придавить, надавливать, нажимать, набивать. Шел. 98. Ирĕксĕр пусса выртма тытăнчĕç. N. Урине урапа пусса карĕ. N. Вăл çĕрĕк патаккине питĕ хытă пусма тапратрĕ. Альш. † Пусса-пусса ан кала (не играй сильно надавливая на лады), пуç ыратать, аттеçĕм; варрăн-варрăн ан кала, вар ыратать, аттеçĕм. Ib. † Пусма кĕпе пит пусать, хăмаç кĕпе пит усать. Ib. Старикки пĕр ывçă тăм илет те, çын кĕлетки туса кăмакана хурат, тет. Куçне тăхлан пусат (вдавливает), тет. Ст. Шаймурз. † Укалчаран тухсассăн, тăм кĕлетке тăвăпăр, куçне тăхлан пусăпăр, пилĕкне пурçин çыхăпăр. Н. Лебеж. Чавка чĕппи илнĕ чух виçсĕмĕре çыран пусрĕ (придавил обрушившийся берег). Чертаг. Хыт пôсса толтарнă. Ib. Пôса-пôса толтарнă (туго). Б. 13. Çĕнĕ кĕрĕк çĕлетрĕм, пусса тăхăна (регулярно, все время) пĕлмерĕм, ахалех çĕтĕлсе пĕтрĕ. Кан. Пусарчăксем çĕр мамăкне пусарах тиеме май параççĕ. N. Пусса хуман, наложено неплотно (вещество). Толст. Чăршă турачĕсем юр пуснипе (под тяжестью снега) усăна-усăна аннă. В. Олг. Ора айне кĕрсе каят, поссарас (= посса ярас) полат (как раз задавишь, котёнка). Сред. Юм. Хӳме ачана пôснă. Забор задавил ребенка. Ib. Хыта полнă-и, тесе, хăмла кипписĕне порне те посса пăхса тохрĕ. Батыр. Пĕр çынна кашни каç вопăр посма поçларĕ, тет. Орау. Урапа кустăрми сысна мăйĕ çинех çитсе пусрĕ. Ib. Çӳлти хутри мачча йăтăнса анса, аялти хутсенчи маччасене те пусса йăтăнтарса антарнă (или: пусса çĕмĕрсе антарнă). Ала 61. † Тăванçăм каяс патне те, ай, çитсессĕн, куçне пусса шăла та пуçларĕ. N. † Шерпетпеле питне çăваççĕ, шур пӳспеле пусса шăлаççĕ. N. † Питне куççулпе çăват, çаннипе пусса шăлать. Карсун. Чипер посса шăл (плотно вытирай). Бугульм. † Куççулĕпе пичĕсеве çăваççĕ, çанни вĕçĕсемпе пусса шăлаççĕ. Юрк. † Шурă акка пачĕ шурă тутăр, вĕри куççӳллисене пусса шăлма. Кан. Ăна (кулача) вăл вара ларса çимест, пур те курччăр тесе, ăрам тăрăх утса урлă пусса çыртса пырать. || Поглаживать (напр. брюшко). ТХКА 121. Шурă мăнтăр аллипе квапи тĕлне тытать те, йăл-йăл кулса савăнса, мăн хырăмне ик алпе вар пуснă пек сĕркелет || Ступать, переступать, наступать. Юрк. Хăваттиртен хаприке виççĕ ярса пуссан çитетен. ССО. Ярса пусмассерен çĕнĕ япала. На каждом шагу новости. N. Эпĕ ăçталла ярса пуснине искерсе (наблюдая) çӳретĕн. Альш. Пурте çывăрса кайсан, ку хĕр тăрат, тет те, çав каччи текенни çине пуссах тухса каят, тет. Алших. Çулçине татса ил те, урупа ун çине пус. N. Пĕрре слон çиленнĕ те, хăй хуçине урипе пуснă. N. Мăн кĕрнӳкерĕ çак такмакне каласа пĕтериччен, ытти туй халăхĕсем пурте мăн-кĕрнӳкер хыçĕнче умлă-хыçлă тăрса, тепĕр ура çине пусса, пуçĕсене пĕшкĕртсе, ташласа тăраççĕ. Сюгал-Яуш. Эпĕ, шыв хĕрне çитсен, нумайччен пусса çурерĕм. Ск. и пред. 103. Пĕр пуçĕнчен хыр каска тӳртне пусса кĕмешкĕн (вместо приступка или ступеньки). || В перен. зн. Никит. Михали пилĕке пуснă. Михаилу пошел пятый год. ТХКА 13. Ман ывăл ача кăçал кĕркунне вунă çул тултарчĕ, вунпĕр çула пусрĕ. Изамб. Т. Ватăлтăм ĕнтĕ, хĕрĕхе пусап та (старухой стала). N. Çавăнтан кайран тăватă кун иртсе пиллĕкĕмĕшне пуссан (на пятый год)... || Приклеивать. N. Прошенисене пусма илекен маркă укçине, тата урах та тӳрех пуçтарман укçана косвенный налог теççĕ. || Прикладывать. Скотолеч. 16. Урнă йытă çыртнă вырăна хăвăртрах тимĕр хĕртсе пусас пулать, е вĕри кĕлпе пусас пулать. N. Вăл (уж) сăхнă вырăна ĕмме те, тимĕр хĕртсе пусма та кирлĕ мар. Ой-к. Вара хай карчăка хĕртнĕ тимĕрпе чĕлхинчен пусрĕ те, çаклатса лартрĕ. || Приложить (ладонь). N. Аллине кăмака çумне пусса илчĕ. Приложил ладонь (лапу) к печке. N. Аллине тӳнĕ пур çине (на толченый мел) пусрĕ те, пĕрене çумне пусрĕ. || Приложить руку, подписаться. N. Ку хут çине алă пуснă. Эта бумага подписана. N. Çак укçана илтĕм, тесе, алă пуснă. || Покрывать. Трахома. Малтанах куç шăрçи çине кăвак йăлхах (пленка) пуса пуслать. N. Тар пусасран хăратăп, боюсь, чтобы не покрыл пот. Альш. † Кĕмĕлех те çĕрĕ пысăк пулмас, унăн куçĕсене тар пусмас Юрк. Вĕсем çине тăпра, тусан пуснă пирки, курăксем ешерсе ӳсеççĕ. N. Мĕскĕн тумтирĕ хутламĕсенче тусан пусни паллă мĕн. Ib. Хуйхăлă чĕрене çу пусмĕ. || Заносить (о снеге), завалить. N. Малтан тухса кайнă чухне пĕр çын çуртне пĕтĕмпе юр пусса кайнине (что завалило) курчĕ, тет. N. Пӳрте юр пусса (хупласа) илнĕ. || Одолевать. Альш. † Кĕркуннехи уçăма турă (гнедой) ут пусĕ малашне. Каша † Ай-хай тăванăмсем-çунатăмсем, çичĕ ют пусрĕ, тесе, ан калăр. Ачач 80. Выртатăн, выртатăн та, хĕвел ăшши пусса çитернĕрен, çавăнтах акă питĕ тутлă... тутлă ăйхăпа çывăрса каятăн. ГТТ. Этемме хĕвел пуснине, уйăх пуснине куратпăр. N. Улăп пусни. С.-Устье. Вара патша ывăлĕ калат: анчах пăхса лараттăмччĕ, ыйхă хытă пусса килчĕ те, çывăрса карăм, тет. Шурăм-п. Тумтире е ӳт-тир çине пыйтă пуссан, инкек пулать. Якейк. Ĕçе-ĕçе кăсене сăра пуса пуçларĕ (стали пьянеть). ГТТ. Килте хура кушак пулсассăн, хура чăхă пулсассăн, тăшман (враг) пусаймас, тет. Зап. ВНО. Анана арăм-ути пуснă (пусса кайнă). N. Пĕтĕм çырмана хăва пусса çĕнтернĕ. Сред. Юм. Мана паçăр ӳсĕр чистиех посса çитнĕччĕ, халь толта çӳрекелерĕм те, пăртак орăлтăм. N. Икĕ çырма хушшине çырла пусса çĕнтернĕ, ай люли; пирĕн ялсен хĕрсене, ай люли, укçа пусса çĕнтернĕ. N. Ун пек чух тирпей кирлĕ, унсăрăн чир чĕр те пусса илме пултарать. N. Карташне (кил-картине) пĕтĕмпе курăк пусса илнĕ. || Обмакнуть. Пшкрт. Юрк. Тиркĕ хĕрринчи пăттине кашăкпа ăсса илсе, çу куçне пусаççĕ, унтан çулă пăттине çăвара хыпса çиеççĕ. N. Посса пар, обмакни (это перо в чернила) и дай мне. || Употреблять насилие. ЧП. Тĕвик-тĕвик текерлĕк, тӳсе çиме юрамасть; ӳснĕ-ӳсмен хĕрсене пусса илме юрамасть. Ib. † Пулнă-пулман урпана пусса вырас ан пулăр. Изамб. Т. † Шав-шав урпа пулмасăрах пусса вырăс мар. || Нашивать. Альш. «Тевет» — умра вуншар, çирĕмшер пуслăх кĕмĕл икĕ ĕрет, тата шăрçа пуснă. Микушк. Ăна хăмачăпа пир çине пусса тăваççĕ. || Удерживать. N. Хыснашăн пусса юлакан укçа (объяснение косвенного налога). || Ставить. Чотай. † Ору айне покан пос, чавсу айне çытар хор; покан посан тийиса сохăр-вĕтрен ан полтăр. (Свад. п.). || Валять (сукно). Изамб. Т. Тĕртнĕ тăлана пусасçĕ. V. S. Çăмран пусса тунă япала. Сред. Юм. Тăла пôсать, чăх пôсать, ура пôсать. Ib. Пôсса çитет поль ĕнтĕ ко тăлана: кĕрессе те нăмай кĕнĕ, тачкаласса та тачкалнă. Пора перестать валять (толочь) сукно, ибо оно достаточно укоротилось и стало толстым. Баран. 162. Хĕрарăмсем... кошмасем пусаççĕ, палассем тĕртеççĕ. || Сидеть на чем, высиживать (о наседке). Тораево. Пĕр çын тĕрне çăмарти тупнă, тет те, ăна пусса ларать, тет. БАБ. Чăхă тавраш, хур-кăвакал тавраш пусма сивĕнсен, каллех пустăр, тесе, татах юман кăмпине тытăнаççĕ. ЧС. Сĕрен ачисем кĕнĕ çĕре, сакă çине кĕççесем, минтерсем сарса хураççĕ. Ăна, чăххи пусма лартăр тесе, сараççĕ. Бюрганский. Кăçал, тен, сан телейпе-и, чăхсем пит ырă пуса-пуса кăларчĕç. N. Пусма ларнă хур. Орау. Хăш-хăш кайăксем (шăнкăрч) пусма ларнă чухне, ами кайсан, ун вырăнне йăварра аçа ларать. Некоторые птицы насиживают гнезда попеременно (самец и самка). Якейк. Пирн виçĕ чăхă посса лараççĕ, темле пăрахтарас, шыва чикес поль. N. Чăх пусма ларнă. Орау. Хурсам пусма лара пуçларĕç (стали садиться), курнать. N. Курак ларать йăвара çăмартине пусса. || Настигать. ЧС. Вăрманта-мĕнте, çăмăр-мĕн пусас пулсан, йăвăç айне ан тăрăр. || Грабить. Пшкрт. Кĕлет ăшне хорак посса токса (подломали). || Крыть, топтать (о птицах). Орау., КС. Алтан чăхха пусать. Б. Олг. Атан чиппе (курицу) посать.

пусма-тавар

мануфактура. Пухтел. Каша. Пусма-тавар, ситец. N. Темĕн чухлĕ çава, темĕн тĕрлĕ пусма-тавар хатĕрлеççĕ, N. Ĕлĕк пирĕн пата нимĕçсем нумай тимĕр япала, машинăсем, пусма-тавар сутма илсе килнĕ. Çутт. Хăшĕ чарăлтаттарса пусма-тавар чĕреççĕ.

арлан

(арлан), cricetus fr., хомяк. Череп. Арлан. Хирте пăрçа ани çинче пурăнат, шăтăкне кукăр-макăр тăват. Хура арлан пулат, хĕрлĕ арлан пулат. Хура арлан хаяртарах (злее). Вĕсем иккĕш те йĕке-хӳре пысакăш. Вĕсем хытах xупаççĕ. Турх. Арлан. Сăрă, каçанĕ тăрăх (вдоль спины) хура йĕр анат. Аяккисем хĕрлĕ, хырăм-айĕ шурă, карланки айĕ хура. Вăрçтарсан, пит хаярланат, вăрçат: ăррр! тет. Çăварĕ пысăк карăлат, сарлака. Тырра çăварне тултарса илсе каят. Хӳри сурăхăнни пек, ури лапки шурă Н. Карм. Арлан, хире акнă тырра çиет. Хомяк ест посеянный в поле хлеб. Питушк. Арлан — кушак пак, пысăкки йытта та парăнмасть. Хомяк бывает величиною с кошку. Большой не поддается и собаке (ошибка?). В. Олк Арлан тăпра-шне алтса кĕрет, кошакран [нумай] пĕтĕкрех (кĕрентерех). Хомяк — животное поменьше кошки, живущее в земле. Тюрл. Арлан пăрçана çĕклет, кăкăрĕ шорă. Хомяк таскает горох. На груди белое пятно. Чушеево. Арлан — хомяк; рыжий; под брюхом черное; е крысу; хвост короткий; сердитый. Н. Седяк. Арлан. Хирĕçекен, çапăçакан кайăк; кутăн, кляузный çынна та арлан теççĕ. Хомяк — драчливое животное; также называюг и кляузного человека. СТИК. Арлан пек харкашат. Злится как хомяк. Так говорят о маленьких детях, ругающихся со взрослыми. Сред. Юм. Арлан пик. Пĕтик çын пит вăйла, õсал пõлсан, çапла калаççĕ (вариант: пĕчик çын вайла, õсал пõлсан, çапла калаççĕ). Точно хомяк. Так говорят о маленьких и при том сильных и злых людях. Тюрл. Арлан пек вăрçать. Злой, как хомяк. Зап. ВНО. Арлан пек хăрăлтатса тăратăн! теççĕ. Говорят: «Ты хрипишь как хомяк!» || Некоторые называют этим им. крота, но это, повидимому, ошибка.

арман

(арман), molat, moletrina, мельница. Мельницы бывают: ал-арманĕ, аларман, mola manuaria, ручная мельница (см. на своем месте); шыв арманĕ, шыв армань, шыв-арман, molae aquariae, водяная мельница; çил арманĕ, çил армань, çил-арман, molae, quae venti impetu versantur, ветрянка; кĕрпе арманĕ, molae, quibus grana frumenti a tunicis separantur, круподерка; лаша арманĕ, quae iumentis, вут арманĕ, quae vi vaporis versantur, паровая мельница. Тоскаево. Арман виçĕ терлĕ пулать: кĕрпенĕн, шыв арманĕ тата çил арманĕ. N. Пирĕн арман талăкра (= тавлăкра) икçĕр пăт тырă авăртать. Наша мельница мелет 200 пуд. в сутки. {{anchor|DdeLink6182591829761}} N. Эп тырра хамăр армана кăлартăм. Я вывез хлеб на свою мельницу. Альш. Арманта вырăссем вырăсла калаçаççĕ. На мельнице (были) русские, (которые) говорили по-русски. Изамб. Т. Инçе ан кайăр, вырăс арман айне лартма илсе кайĕ (стращают детей). N. Хватлă çилте арман ямаççĕ (не пускают в ход). N. Арманта тырă нумай, халях черет тивес çок. N. Аслатте калани. Етĕрне уесĕнче, Упи вулăсĕнче, Алмач ятлă сала пур. Çав Алмач арманне лартма пуçланă чух, чи малтан, ĕçе пуçличчен, шыв хĕрне вешник умне тăваткăл шăтăк авăлтрĕç, тет. Шăтăк тĕпне çынна лармалăх çĕртен пукан пек хăварчĕç, тет. Шур хăва тĕммисем панче пĕр ача юрăсем юрласа ларать, тет. Вăл ачана Хапăс вăрманĕнчен вăрласа килнĕ, тет. Шăтăкне чавса пĕтерсен, ку ача çине пĕр çăкăр çакрĕç, тет. Тата шăтăка пĕр алтăр шыв хучĕç, тет. Вара çав ачана шăтăка лартрĕç, тет те, çиелтен çĕрпе витсе хучĕç, тет. Ку: шыв арманĕ ан татса кайтăр (scr. кайчĕр), тесе, хураччĕç, тет. Халь çын вырăнне кушак чунĕ е чăхă, чунне хураççĕ, тет. (Çĕн-ял старикки Симян. 3—V—1923 г.). Ст. Чек. Армана шыв илнĕ (или: урапана шыв илнĕ). Мельнаца в подпруде, т. е. подтоплена. О. Захаров. Кĕрпе арманĕ. Кĕрпе арманĕ икĕ пая уйрăлать: 1) лаша çаврăнаканни 2) лаççи. Лаша çаврăнаканнин варрине тăваткăл шăтăк тăваççĕ. Çак шăтăк варрине пысăк вал (1) тăратса хураççĕ. Тăракан валăн аял пуçне, вĕçне пĕр шите яхăн хăварса, шăллă урапа (4) кĕртсе лартаççĕ. Çӳлерех, вăл ăшне турта (2) лаша кăкараканни (3) кĕртсе хураççĕ. Тăваткал шăтăк урлă, валăн лаç енне, йываç хураççĕ, çак йывăçа пуçелĕк (20), теççĕ. Çак пуçелĕк çине вал хураççĕ. Ку валăн тепĕр пуçĕ лаçра тепĕр пуçелĕк çинче выртать. Выртакан валăн лаша çаврăнаканнинчи пуçне, пысăк урапан шăлĕсем тĕлне, ултура, урăхла штĕрнек (5), кĕртсе хураççĕ. Выртакан валăн лаçри пуçне, вĕçне пĕр аршăн хăварса, шăллă урапа (7) тăхăнтарса хураççĕ. Лаçри урапан çурри шăтăкра тăрать. Шăтăк тăрăх, урапан шăлĕсем енне, валăн çӳл енне, йывăç хураççĕ. Ку йывăçăн пĕр пуçĕ (19), чула улăхтарса антараканнине (18) пăркаласан, çĕкленет те, анать те. Çак йывăçăн вăта çĕрне тимĕр йĕке (9) тăратса хураççĕ. Йĕке çине, урапан шăлĕсем тĕлне, ултура (8) тăхăнтарса хураççĕ. Çӳлерех парапан (10) ăшне, йĕке çумне вĕркĕç тăваççĕ. Йĕкен çӳл вĕçне тĕпек тăхăнтараççĕ. Тĕпек çинче çиелти чул выртать (11). Аялти чул шăтăкне, йĕке тавра, сӳспе питĕреççĕ. Çӳлти чулăн шăтăкĕ тĕлне, пĕрме (14) айне, сыпка (13) çакса хураççĕ. Пĕрмене икĕ кашта çине çакса хураççĕ. Тĕш, хывăх саланса ан кайтăр, тесе, чулсем тавра кăшкар (12) тăваççĕ. Кăшкар ашĕнчен валак (15) тухать. Валак хывăх тухаканнин (16) ăшне кĕрсе пĕтет. Хывăх тухаканнине парапан çумне вĕçĕпе çыпаçтарса хураççĕ. Хывăх тухаканни тĕлĕнче парапан уçă. Хывăх тухаканни айĕнче лар (17). Лаша çавранаканнинче пысăк урапана, штĕрнеке, выртакан валăн пайне хăмасемпе витсе хураççĕ. Лашана туртана кӳлсе çавăрсан, тăракан валпа пĕрле пысăк урапа çаврăнать. Пысăк урапа шалĕсемпе штĕрнеке лексе выртакан вала çаврать. Выртакан валпа лаçри урапа çавранать. Лаçри урапа, шăлĕсемпе ултурана лексе, йĕкене çаврать. Йĕкепе пĕрле вĕркĕçпе çиелти чул çаврăнаççĕ. Сыпка çумĕнчи патак, çиелти чул шăтăкин хĕррине лексе чул çаврăннă май чĕтрет те, сыпкана чĕтретсе, пĕрмерен сыпка витĕр пăрие чул шăтăкне юхтарать. Чул шăтăкĕнчен пăри, икĕ чул хушшине пулса, икĕ пая уйрăлать: пĕр пайĕ тĕш пулат, тепĕр пайĕ хывăх пулать. Тĕшпе хывăх, чулсем хушшинчен тухсан, валак тăрăх хывăх тухаканнине юхса анаççĕ. Хывăх тухаканнинчен хывăх, парапан ăшĕнчен вĕркĕç вĕрнипе, хăй çулĕпе лар хыçне вĕçсе тухса каять; тĕш лара сирпĕнет. Кĕрпе тăвас тесен, тĕше тепĕр хут авăртаççĕ. Изамб. Т. 4° Çил арманĕ. Çил арманăн пури ултă пичетнирен ытла пулмас. Хăш-хăш арманăн лаççи пулат. Арманăн çунчĕ тăваттă, улттă, саккăр, вуннă пулат. Çуначĕсем вала çавăраççĕ. Валăн вăта çĕрне пит пысăк урапа тăхăнтартнă. Ул урапан хĕрринче шăлсем пур. Ул шăлсем йĕкенĕн çӳл тăрринчи улт-урапана лекет. Йĕкенĕн аял пуçĕ ухвачĕ чулăн шапине лекет. Çил-арманта пĕрре те иккĕ те чул пулать. Тырра арманта пĕрмене хываççĕ. Унтан тырă, чул айне юхса анса, çăнăх пулса, лара юхса тухать. Чул çĕклекеннипе армана хытă кайсан пусараççĕ. Çаплах çăнăха вĕтĕ те шултăра та тăваççĕ. Армана çиле хирĕç тăвас тесессĕн, хӳрипе пăраççĕ. Арман çулне такçапа тăкаççĕ. Ветряная мельница. Сруб ветряной мельницы бывает не болле шести погонных (печатных) сажен в вышину. У некоторых мельниц бывает амбар (нижний сруб). Крыльев у мельницы бывает четыре, шесть, восемь и десять. Крылья вертят вал. На средину вала надето огромное колесо. На краях колеса зубцы. Эти зубцы задевают за шестерню, находящуюся на верхнем конце веретена. Нижний конец веретена вставлен в порхлицу. Ветряная мельница бывает об одном и о двух поставах. Хлеб на мельнице сыплют в ковш: оттуда хлеб сыплется под жернов, обращается в муку и попадает в ларь. Если мельница мелет чересчур быстро, то, чтобы замедлить ее ход, подымают подлегчину. Ею же пользуются и для того, чтобы смолоть муку помельче или покрупнее. Чтобы поставить, мельницу против ветра, её поворачивают правилом. Жернов насекают насекой. Альш. Арман айне çын тытса янă. Тĕрлемесре пĕр çын виçĕ лаши-мĕнĕпех çухалнă. Елшелсем вăрмана кайма хăранă çавăнтан. Арманта темĕн те пур: армана хăйне усал туса панă, арман мелникĕсем çавăн пек усалпа пĕр майлă çынсем. Самай ăсти чĕлхе пĕлет: çавăнпа усалсемпе килĕштерет. Армана тусанах, айне çын ямасан, авăрмас: усал çын чунĕпе улăштарат; ăна пĕр-пĕр çын чунĕ кирлĕ. Под (вновь построенную) мельницу пускали (в виде жертвы) человека. В с. Тюрлеме один человек пропал (таким образом) вместе с тройкою лошадей. По этой причине альшеевцы боялись ходить в лес. На мельнице можно встретить самые страшные вещи: и самую мельницу устроил чорт, а мельники — это люди, которые действуют заодно с чортом. Наиболее искусные из них знают наговоры (заклинания) и потому и живут в мире с чертями. Если построишь мельницу и тут же не опустишь под нее человека, то она не будет молоть, потому что чорт берет за нее взамен человеческую душу: ему нужна человеческая душа. Чуратч. Çавалта хăш-хăш арман айăнче усалсем пурăнаççĕ. Вăсене çур-кунне, кĕр-кунне тата çула, ялан пĕр вăхăтра, эрех ĕçтермесессĕн, усалсем арман пĕвине татса яраççĕ. Тата хăш-хăш çын арман айне, арманне лартнă чух, ача чĕрĕлех лартаççĕ. Под некоторыми мельницами на р. Цивиле живут черти. Если весною, осенью и летом, всегда в одно и то же время, их не попоят пивом (т. е. не совершат им возлияний), то они прорывают мельничную плотину. Также некоторые люди при постройке мельницы опускали под нее живого ребенка. Н. Седяк. Араан кĕлетĕнче сăра курки пек пĕр куçлă шуйттан пур, теççĕ; арман шуйттанлă пулать, теççĕ. Çĕрле чарнă армана авăртать, теççĕ. Говорят, что в здании мельницы обитает одноглазый чорт, с глазом величиною с пивной ковш, и что таким образом на мельницах бывают черти. Говорят, что он (т. е. одноглазый чорт) мелет ночью, пустив в ход остановленную (мельником) мельницу. Мшушк. Чăвашсем арманта шуйттан нумай пуранать, теççĕ, ăна çĕрле авăртакансем кураççĕ, тет. Пĕр çын çĕрле арман авăртнă, тет; вăл вăхăтра арман хуçи Хĕлип ятлă пулнă, тет. Арман авăртакан çур-çĕр çитес чух армана çăнăх катма кĕнĕ, тет. Арман чул çинче пĕчиккĕ, шур сухаллă старик ларать, тет; арман чулĕ тапах чарăннă, тет. Ку çын хăранипе арман хуçине калама чупса кĕрсе кайнă. Хĕлипĕ, вăл сăмаха илтсен, пĕрре те хăрамасăр, мăкăртатса тухать, тет: татах тухса ларнă пуха (i. q. пулĕ-ха), çапла ларакан-ха вăл, тесе. Иккĕш те юнашар утса пыраççĕ, тет, анчах хăйсем пынă чух чул çинче нимĕскер те çук, тет, чулĕ типерех авăрса ларать, тет. Чуваши говорят, что на мельнице живет много чертей. Это видят те, кому приходится молоть ночью. Один человек молол ночью хлеб; хозяином мельницы тогда был некто Филипп. Когда помольщик пошел около полночи на мельницу, молоть муку, он увидал там маленького белобородого старичка, сидевшего на жернове, который вдруг перестал вертеться. В страхе помольщик побежал в избу, чтобы сообщить хозяину мельницы о том, что он увидел. Выслушав его, Филипп ничуть не смутился и только пробормотал, выходя из избы: «Опять, поди, он вышел; он всё так выходит и садится (на жернов)». Тут они пошли на мельницу, идя рядом и не отставая один от другого, но когда они пришли, то на камне уже никого не было, и он молол (versabatur), как надо быть, по прежнему. Курм. Уй варринче ухмах арам ташлĕ. (Арман). Среди поля пляшет сумасшедшая баба. (Загадка: ветряная мельница). Собр. 278°. Арман патне вĕреннĕ йытă унтах вилет, теççĕ. Собака, привадившаяся к мельнице, там и околеет. (Послов.). Альш. † Çил арманĕ пурасан, ыраш пулмас, тиеççĕ. Говорят, что если срубить ветряную мельницу, то не будет родиться рожь. (Отклик старнного предразсудка). || Имен. Вăл пуш армана-кăна авăрат = тăвас çук япала çинчен калаçат. Он попусту мелет (болтает). || His sequuntur appellationes partium , per litteras digestae, ipsius vocabuli арман nulla ratione habita. Adduntur numeri, qui ad simulacra peryimemt, quae extremo libro adiicintur. Notis etiam quibusdam usas sum: pro шыв арманĕ Ш. posui, pro кĕрпе арманĕ К, pro çил армане А. Omnes quae hic desidersbuntur voces alio loco quaerendae sunt. Ниже следуют в азбучном порядке названия отдельных частей арман и относящихся сюда предметов. В составных названиях слово арман при распределении слов во внимание не принимается. Номера при названиях и в тексте указывают на соответствующие части чертежей, которые будут помещены в конце выпуска. Номенклатура, не вошедшая в настоящую статью, будет приведена в соответствующих местах Словаря. Сокращення: Ш — вод. мельн., К — обдирка, А — ветрянка. Неизбежные неточности и неполнота объясняются малою ознакомленностью составителя с мукомольным делом, а также недостаточностью материала.

арçури

(арз’ури), то же, что ар-çури. Могонин. Арçура çынтан пулнă усал. Ĕлĕкхи çынсем турра та сута та пĕлмен. Çавсем, ялта пĕр канаш туса, кам усал ĕç тунă, кам ырă ĕç тунă, никама та калама хушман; çапла вĕсем пĕрне пĕри тупа туса чарнă. Кам суккăр, куçсăр, холхасăр, сусăр (больной), оксак, ĕçлеме полтарими ват çынсене тăрантарасран хăраса, вăрмана илсе кайнă та, çапса вĕлернĕ. Вилнĕ чох мĕлле кăшкăрса вилнĕ, çавнашкал вăрманта кăшкăрса çӳренĕ вĕсен чунĕсем. Çавсене вара арçурисам тенĕ.

аса ил

(аза ил’), reminisci, вспоминать. Ала З. Патша çавăн чухне хĕр çуралнă каç ӳкнĕ хучĕ çинчен аса илнĕ, тет. Тут царь вспомнил о письме, упавшем в тот вечер, когда у него родилась дочь. Череп. Кăсйисене хыпаларĕ-хыпаларĕ, тет те, çак улăма тивертсе ямаллине аса илчĕ, тет. Ст. Чек. Каят пуль хăй асне килнĕ çĕре. Орау. † Килтен инче пурăнса, аса илсе хурланса, çырать кăна çаплалла. Живя далеко от дома и вспоминая с тоскою о родине, пишет эти слова. Ст. Чек. Вăл мана асне те илмерĕ пулĕ, мана чĕнмерĕ хăнана. Он, вероятнр, забыл (как бы намеренно) меня, совсем не позвал меня в гости. Т. М. Матв. Аса илчĕ — ака кӳлчĕ. Вспомнил — запряг плуг. (Послов.).

асăн

(азы̆н), reminisci, recordari, вспоминать, поминать, упоминать. Якейк. Эп виçĕм çол ĕçтернине кĕрӳ халь те асăнать. Ib. Мана онта кам асăнакан полĕ? Кто, поди, меня там вспоминает? (или вспомнит). N. † Кайăк хур каят картипе хăмăш кӳлне ясăнса. Ах, тетеçĕм (тетеçĕм)! эсир каятăр ушкăнпа, атте килне асăнса, эпĕ юлатăп пĕчченçи çичĕ-ют килне асăнса! Дикие гуси летят вереницей, памятуя об озере с камышом. Ах братец (братец)! Вы отправляетесь гурьбой, намятуя об отцовском доме, а я остаюсь одна в чужом доме, памятуя, что я теперь уже в чужом доме, чужая! Сред. Юм. Асăннипе самай пõлтăр. Пõр япалана каçта туса пĕтерен, кăшĕ тăта асăннипе самай пõлччăр. (Об иной вещи хорошо, если и поговоришь только). Череп. Асăннипе иртĕ. Пройдет упоминанием (т. е. дальше разговоров дело не пойдет). Янш.-Норв. Анне кăмăлĕ çемçе кăмăл: асăнсан та йĕрет, асăнмасан та йĕрет. У мамы мягкое сердце: она плачет и тогда, когда вспомнит, и тогда, когда не вспоминает (бессознательно). (Хĕр йĕрри, из плача невесты). Ст. Чек. Асăннă — ака кӳлнĕ, тет. Как вздумал, так и за плуг. (Послов.; говорится неодобрительно о том, кто вздумает о чем-нибудь и сейчас же захочет выполнать свое намерение, не соображаясь с обетоятельствами). N. Сана асăннипе ал тытатăп. Жму твою руку, вспоминая тебя. || Memoriam alicuius cum caritate usurpare, поминать добром. Ст. Чек. Пирĕн ял-йышсем халĕ те сана асăнаççĕ. Наши деревенские до сих пор вспоминают о тебе. || При перемене интонацои та же фраза может иметь и дурное значение («поминают лихом»)]. Ст. Чек. Эп сана манмăп, асăнăп мана кăпла телейлĕ тунăшăн. Ib. Икерчĕ пĕçерсен, пирĕн анне калаччĕ: асăнса килекен çисе кайтăр, курайман хапхумĕнчен (= хапха умĕнчен) çаврăнса кайтăр. Когда мать пекла блины, она (всегда) приговаривала: «Поминающий добром пусть приходит и поест (этих блинов), а ненавидящий пусть повернет от ворот назад и уйдет. Ст. Айб. † Ай-хай савнă тусăм, хура куçăм! асăнать-ши пире курасшăн? Милый черноглазый друг! есть ли у него (нее) желание, стремится ли он (она) повидаться с нами? || Iniquo animo recordari. Также поминать лихом. Т.-И.-Шем. Умăнта пултăр, сĕт кӳле пултăр; эпир асăнатпăр, эсир ан асăнăр. Да будет это (т. е. поминальные яства) перед тобою молочным озером; мы вас поминаем, а вы нас не поминайте лихом. (Из поминального обряда «автан сăри»). Байгл. Эпир сана асăнатпăр, эсĕ пире ан асăн. Мы тебя поминаем, а ты нас не поминай лихом. (Из «нумилкке юрри», поминальной песни). Fontes I, 12. Ибрахим кĕрсенех, Тĕнче-çăвар тăрса ларчĕ, тет те: тархашшăн ан вĕлер, Ибрагим! ӳлмĕрен эпĕ сана асăнмăп, эсĕ мана ан асăн, терĕ, тет. Как только Ибрагим вошел в избу, Всемирное Хайло встало, село и говорит: «Ради бога не убивай меня, Ибрагим! С этих пор ни я не буду поминать тебя лихом, ни ты меня не поминай!» || Nomine appeilare alqm. De sponsa dicitur, quae prodiens inchortem omnes, quos ipsa diligit, nominatim appeilare solet, flebilibus modis de sorte sua querens. Также говорится о невесте, когда она выходит на двор и причитает, упоминая имена любимых ею лиц и угощая их пивом. Эй при этом дают и деньги в ковш. Череп. Сред. Юм. Качча каякан хĕр асăнма, тõхнă. Невеста вышла на двор «поминать». Ib. Качча каякан хĕр мана асăнчĕ. Невеста «помянула» в причитании мое имя (и дала мне пива). N. Хĕрĕ те кама хирĕç пулать, кураканне-пĕр асăнса йĕрет. || Deos nominatim appellare (de iis dicitur, qui rei divinae operantur). Также благоговейно произносить имена божеств во время жертвоприношений и молений. N. Алă çусан калать: «турра асăнар!» тет. Вымыв руки, он говорит: «Помолимся богу»! («помянем бога»). Сиктер. Хура халăх асăнать çичĕ тĕслĕ тыррипе, ачи-пăчипе, чӳ-ӳк (т. е. чӳк, producta voce, протяжно) — çырлах! Честный (трудовой) народ поминает имя твое (т. е. божие) и вместе с своими детьми приносит тебе жертву семью родами хлеба. Ib. Хăй вара çĕлĕкне хул-хушшине хĕстерет те, çапла каласа кĕле тума «тытăнать: «пӳлехçĕ, çырлах (scr. пӳлĕхçĕ-çырлах), пуснă шурă вăкăрăмпа (scr. вăкрăмпа) чӳ-ӳк... (h. е. чӳк, producta voce, протяжно) çырлах. Килĕшпе, ачам-пăчампа, выльăхăм-чĕрлĕхĕмпе пӳлĕхçĕ, чӳ-ӳк, çырлах», тесе ӳксе пуççапать. Ун хыççăн пурте: «ырă чӳк-кĕлĕ пӳлĕхçĕ хапăл ил», тесе, ӳксе пуççапаççĕ. Асăнса ларса, çиеççĕ те, киле пуçтарăнса таврăнаççĕ. А сам кладет шапку свою под мышку и так молится: «Определитель, помилуй! С зарезанным белым быком, приняв жертву, помилуй. Со всем своим домом и с домочадцами, со всей скотной, молим тебя о помиловании». Товоря это, молящийся кладет земной поклон, а за ним и остальные поклоняются, говоря: «Определитель, прими святую жертву!» Потом, благоговейно, памятуя о божествах и произнося их имена, садятся и едят, а затем, собравшись, возвращаются домой. Чхĕйп. Вара пурне те асăнса (scr. ассăнса) пĕтерсен, юмăçне ĕçтерсе, укçа парса, усатса, лашана килне еçнĕ (и q. леçнĕ, scr. йĕçне). Вара ун хыççăн кил-хуçи, ăçта асăннă (scr. ассăнă), унта нухратсам пăрахса çӳренĕ. Потом, помянув всех, накормили жреца (юмăç) и проводили его домой на подводе. Затем после него хозяин дома, по тем местам, где обитают духи, упоминавшиеся в молитве, побросал нухраты. || Parentare, поминать покойников. Нюш-к. Авалхи çынсем ӳкçисе (= укçисене) хунă чухне: е çынна вĕлерсе, е лаша-мĕн пусса асăнса çиекен-çиç илтĕр çак укçана, тесе, хунă пулать вара. Старинные люди, когда зарывали свои деньги (клады), то заговаривали так: «Пусть доищется этих денег только тот, кто убьет человека или принесет с молитвой в жертву лошадь, вспоминая положившего (т. е. произнося: «умăнта пултăр») и имея ввиду сказанное им заклятие». Шихазаны. Анне каларĕ: Пĕрре кĕрсĕра каç (накануне осенних поминок) хамăр пăяхамсем патне ваттисене асăнма кайса килтĕмĕр.... Мать моя сказала: «Однажды, накануне осенних поминок, мы съездили к деверю (точнее: «в дом старшего брата моего мужа») на поминки. || Alqd faciendi consilium inire. Также вознамериться сделать что-либо. Такмак 2. Асăннă кун тухаймарăмăр, тухнă кун çитеймерĕмĕр. В тот день, когда мы хотели выехать, нам выехать не удалось; в тот день, когда мы выехали, нам доехать непришлось. || Polliceri, promittere. Также обещать что-либо. N. Çураçнă чух асăннă япаласене, пыла леççе параççĕ. Они привозят им мед и (вообще) те вещи, которые были обещаны при сватовстве. N. Кунта лаша илсе килеççĕ, çураçнă чухне асăннине. Тут приводят лошадь, обещанную при сватовстве. Требн. 81, 14. Вĕсене ху пама асăннине илме тивĕçлĕ тунă. || Vovere. Говорится о религиозном или суеверном обещании или обете. Ч. С. Вара аттесем: Митрие чĕрт, чĕртсен, чӳк тăвăпар, тесе асăна пуçларĕçĕ. Тогда мой родители стали давать обещание принести жертву, если он исцелит Дмитрия. Ib. Пĕр асăннăскер (у др. асăннăскере) тăвас пулĕ; пĕр асăнсан, тумасан, юракан мар. Раз дан обет (принести жертву), то, я думаю, надо его исполнить; иначе нельзя. Макка 224. Унпала та черĕлмесен, юмăç мĕн калать, çавна тума тытăнать. Напр., юмăç хушăть вĕсене если вăсем хăйсен киремечĕсене туса, т. е. чӳклесе, пĕтернĕ пулсан, пирĕн святой çĕрсене асăнма хушать. Çапла асăнса хурсан, вăхăт çитет кайма. Çав святой ячĕпе така пусать и т. д. Если больному не поможет и это, то он прибегает за советом к йомзе. Напр., если они уже принесли жертвы всем своим киреметям, то йомзя советует ему дать обет посетить наши святые места. После такого обета наступает время его выполнения. Он закалывает в жертву этому (sic!) святому барана и т. п. КС. Кил-ăш-чиккинче (к’ил’ы̆шч’ик’к’ин’џ̌э) пĕр-пĕр çын чирлесен, укçа асăнса хураççĕ. Если в семействе кто-нибудь захворает, то кладут на определенное место деньги, давая при этом обет купить на них свечку тому или другому божеству. Сред. Юм. Асăнса хõнă õкçа. Кĕлле аяккалла (Ишеке, Хõсан хыçне) каяппăр, тесе, асăнса õкçа илсе хõраççĕ, çавна çапла калаççĕ. Деньгами, отложенными с обещанием, называются деньги, которые откладывают куда-либо, давая обет сходить на дальнее богомолье, напр. в Ишаки или на Пустынь. СТИК. Асăнса пĕрене çурăкне укçа хутăм (с определенной религиозной целью, с назначением, с ожиданием чего-то). Ст. Чек. Пытарнă укçана епле шыраса алтса тупмалла? — Йăтă, така, кăвакал, ĕне, кулачă. — «Кам та кам, мана, асăнса, така (е урăх япала, мĕн каланă хăй) çимесĕр ан тупайтăр» (т. е. пусть только тот отыщет зарытый мною клад, кто съест назначенную мною вещь, помянув меня). N. Ăста асăннă, çавăнта нухратсам пăрахса çӳренĕ. Ходили и бросали нухратки там, где они дали обет (принести пожертвование). Изамб. Т. 28°. Масар çине шыв сапас, тесе, асăнсанах çумăр хăпарать. Не успел он высказать обещания полить водою кладбище (во время засухи), а уж собирается дождь. Ст. Чек. Микула кĕллине кайма асăнтăм та, куçăмсем тӳрленчĕç. Я дал обет сходить к Николаю (в Промзино), и глаза у меня поправились.

асра-пилте те çук

(асра- п̚ил’дэ т̚э с̚’ук), i. q. асра çук. Расск. 20. Кĕçĕн шăллăра та илсе килĕр ман патма, теесси (= тиесси) асра-пилте те çук пирĕн. Мы и не думали, что он скажет: «Привезите мне вашего младшего брата». СПВВ. ПВ. Асра пилте çук (невдомек). Череп. Вăл ĕçе тăвасси манăн асра-пилте те çук. Мне и невдомек, что надо сделать то дело.

асра çук

(с̚’ук) non venit in mentem; non putavi (puta-ram), и на уме нет. Питушк. Асра çук япалана тупрăм. Нашел то, о чем совсем и не думал. Изамб. Т. 92°. Çул çинче маяк аван та, аташасси асра та çук. При дороге хорошо (наставлены) вехи, поэтому и мысли нет о том, чтобы заблудиться. N. Манăн асра та çук. Кратк. расск. 20. Кĕçĕн шăллăрă та илсе килĕр ман патăма, тиесси асра та çук пирĕн.

асапла

(азапла), cruciare, vexare, мучить. Ашшĕ-амăшне. Мĕн хăна ху ĕлĕкхине асна илсе асаплатăн? Зачем мучишь ты себя воспоминаниями о прошлом? Жит. св. Февраль. Губернатор ăна татах асаплама хушнă. Губернатор велел снова мучить. Янтик. Ма асаплан эс кушака? Унăн ыратмаç, тетне-мĕн? Зачем ты мучишь кошку? Ты думаешь, ей не больно?

аслатте

(аслат’т’э), patris mei pater, отец моего отца. Изванк.? Ну, ачасем! халăх ĕречпе, аслатте-асланне тивлечпе, чипер туй туса, хĕр илсе килтĕмĕр, Ну, ребята! благодаря дедушке и бабушке, мы, по общепринятому порядку, сыграли, как следовало, свадьбу и привезли сюда невесту. (То же слово в Ст. Чек.). Вомбу-к. Аслатте (аттен ашшĕ), маçак, тятя. || Tonitruum deus, бог грома. Собр. Аслатте усала çапсассăн, усалăн юнĕ ăçта çитеччен сирпĕнет, çавăн таран çунтарать, теççĕ. Говорят, что когда бог грома поразит чорта, то сжигает все на таком пространстве, на какое разбрызнется кровь пораженного молниею чорта. См. асатте.

аçа

(аз'а), mas, masculus, самец. N. Аçа кушак или кушак аçи, кот; аçа сысна или сысна аçи, боров; аçа йытă или йытă аçи, кобель; аçа кашкăр или кашкăр аçи, волк; аçа упа или упа аçи, медведь; аçа тăрна или тăрна аçи, журавль; аçа çĕлен или çĕлен аçи, змея самец; аçа шапа или шапа аçи, лягушка самец; аçа тараккан или тараккан аçи, таракан самец; аçа чечек, мужской цветок растения (неологизм). Ст. Чек. Сысна кĕтӳ пĕр аçасăр çӳрет. В свином стаде нет ни одного борова. Ib. Ку хур кĕтĕвĕ аçасăр. В этой гусиной стае нет гусака. В. Ив. Вăл хупăсен ăшĕнче чечекĕн икĕ чи кирлĕ япалисем лараççĕ: пĕри — аçа чечек, тепĕри — ама чечек. || Etiam de arboribus et herbis dicitur aliisque rebus, quibus neutrum genus est. Иногда слова «аçа» и «ама» ставятся при названиях растений и даже предметов неорганической природы, которые представляются имеющими те или другие признаки, как бы указывающие на пол. Что касается растений, то определения «аçа» или «ама», поставленные при их названиях, вовсе не указывают на их действительные половые отличия, рассматриваемые в ботанике, а только служат выражением общего впечатления, производимого на наблюдателя внешним видом растения. V. аçа каптăрма, аçа çăл, аçа хăмăш. Ст. Чек. Аçа пултăран — тăрăлă, вăрăлă; çулçи тăвăр. Ч. П. Анне ывăлĕ пулаччен, аçа пултăран пулас-мĕн. || Pater. Также означает отца. Сред. Юм. Аçа пĕр те, ама ăрасна. От одного отца, но от разных матерей («Отец один, матери разные»). Аттик. Суха-пуçне тавăрса, пĕр аçапа амаран пĕрех хĕр çуралнă хĕре тыттарчĕç. Перевернули соху и заставили держать ее девушку, которая была единственною дочерыо у своих родителей. (Из обряда «хĕр-сухи»). Ч.С. Тата аçаран пĕр ывăллă çынна мелке илсе пыртараççĕ. Кроме того, заставляют одного человека, единственного сына у своего отца, нести помело. (Из обряда «хĕр-аки»). Магн. 139. Пĕр аçаран-амаран хĕр таптатăп. Я, единственная дочь у отца-матери, топчу. Ст. Чек. Вĕсем пурте пĕр амаран пĕр аçаран, тет. Ib. Аçу, аçăвăн, аçăвă. || Fulminator. Также бог грома. Ч. С. Аттесем: çумăр çунă чухне çĕлĕке илсе сăх-сăхас пулмасть; çĕлĕке илсен, çӳç ăшне шуйттан кĕрсе ларать те, вара аçа çапса вĕлерет, тесе калатьчĕç. Родители говорили: «Когда идет дождь, не надо креститься, сняв шапку; если снимешь шапку, то в волосы залезет чорт, и тогда ударит гром и убьет». Ib. Чăвашсем аçа çапнине урăх тĕрлĕ шухăшлаççĕ, вĕсем: усал пĕр-пĕр çурта кĕрсен, турă вара, çав усала çапма хăтланса, çурта та тивертсе ярать, теççĕ; е пĕр-пĕр çын çумне çыпçăнсан, çапать, теççĕ. Тата çăмăр çунă чух хытă çӳреме каламаççĕ: хытă çӳресен, усал çыпçăнать, теççĕ. Чуваши обьясняют гром иначе; они утверждают, что если чорт спрячется в доме, то бог, желая поразить чорта, зажигает и самый дом. Также, по их мнению, он поражает и человека, к которому прильнет чорт (чтобы спастись от громового удара). Кроме того, они не советуют быстро ходить во время дождя, утверждая, что при быстрой ходьбе (к человеку) пристает, чорт. Б. Олг. Аçа çапсан, виç чалăша анса каят, теччĕ. Говорят, что при ударе молнии (громовая стрела) уходит в землю на три сажени. Шорк. Аçа çапас оммĕн çиçĕм хреçлĕ çиçет, теççĕ. Говорят, что перед ударом молнии молния сверкает крестообразно. Ч. С. Эпĕ, пĕчĕккĕскер, хăранипе нимĕн тăваймасăр, чӳрече патĕнче сăх-сăхса лараттăм; анне: чӳрече патĕнче ан лар, ачам! аслати авăтса, çиçĕм çиçнĕ чух чӳрече патĕнче ларсан, аçа çапса вĕлерет, терĕ. Я, будучи маленьким, не знал от страха, что делать, — сидел у окна и крестился. Мать сказала мне: «Не сиди, дитя мое, у окна! Если будешь сидеть у окна в то время, когда гремит гром и сверкает молния, то убьет громом». Собр., Козм. Аçа аçатнă (v. аçат) чухне хура çӳçлĕ çын çӳресен, аçа çапат, тет. Говорят, что если человек с черными волосами, (брюнет) будет ходить во время грома (по улице), то его убьет громом. Н. Карм. Аçа-çуррине аçа çаптăр, ама-çуррине амак çаптăр. (Авалхи ваттисен сăмахĕ). Ст. Чек. Аçа-турă пулĕ. Питушк. Ырă уяр аçи çаптăр она! тет. Торă чохлатăрах она! тет. Он (проклинающий) говорит: «Пусть его разразит громом в совсем ведряную погоду! Пусть накажет его Бог». Н. Карм. Аçа, çаптăр. Чтобы громом разразило! (Проклятие, брань). Ib. И, аçа çапманă (сапманй) пуçна! Чтобы тебя громом разразило! V. Оп. чув. синт. I, 417. Питушк. Аçа çăпасскер! Чтобы тебя (его, ее) громом разразило!

аçа курки

(к̚урги, к̚õрг'и), trulla parva, qua mortuo. si ille mas sit, iusta facientes utuntur. Quibusdam vero locis etiam feminis iusta persolventes eodem vase uti videntur, назв. поминального ковошчка. Сред. Юм. Аçа кõрки. Арçын пумилккинче паракан яка йывăç кõркана калаççĕ. Под названием «аçа кõрки» известен гладкий деревянный ковш, в котором подают (пиво) на поминках по покойнике-мужчине [в других местах — и женщине]. Сред. Алг. Çĕр каçаччен çурта çунтарса лараççĕ, ăна вăрăм çурта теççĕ. Сурпантан, ăвăспа сĕрсе, çурта тăваççĕ. Çутăлнă чухне пĕчĕк-кĕççе чаплашкапала, арçын вилсен — арçын; хĕр-арăм вилсен — хĕр-арăм... (Hie nonnulla deesse videntur. Здесь какой-то пропуск). Кăна «аçа курки» теççĕ. Унта кашни пĕр-икшер пус укçа параççĕ. Унпа ирхине, çутăлнă чух, эрех илсе ĕçеççĕ. Çутăлсан, хĕвел тухиччен, ăрама пукан кăлараççĕ. Пӳрте пĕр çын та юлмасть, пурте тухаççĕ; сăра, вăрăм çурта, çăкăр, чăкат илсе тухаççĕ, пукан çумне урăх çурта çутаççĕ, çимĕçине пăрахаççĕ. «Аçа куркине» — чаплашкана: ме сана! тесе, çапса çĕмĕреççĕ; улăма вут тивертсе яраççĕ те, юрласа, пуканпа вут тавра виç хут çаврăнаççĕ. Пехиллесе кай! теççĕ. Хăй, патне кĕмеççĕ, урăх киле, ратни патне, кайса кĕреççĕ. — Пукан кăларса, вут çуттипе саламне ăçатрăмăр, теççĕ. Пĕр-ик каçран пĕр çĕре хутăштаратпăр! теççĕ. (По возвращении с кладбища, куда они ездили ставить столб [юпа] на могиле умершего) онв всю ночь жгут свечу. Эта свеча называетея «длиниою свечою» и делается из сурбана, натертого воском. На расевете, — если умер мужчина, то мужчина, а если женщина, то женщина, — в крошечной деревянной чашечке... (Nonnulla desunt. Здесь пропуск). Это называется «аçа курки». Тут каждый дает копейки по две денег. Утром на эти деньги покупают вина и пьют его. Когда рассветает, то, ранее восхода солнца, выносят на улицу обрубок дерева. При этом в избе не остается никого, а все выходят наружу и выносят с собою пива, длинную свечу, хлеба и сырцев. На обрубке засвечают другую свечу, а кушанья бросают. Чашечку, называемую «аçа курки», разбивают со словами: «На тебе!» (здесь саово на не в значении предлога; а в смысле возьми). Солому сжигают и трижды обходят с пением вокруг обрубка и огня при чем говорят: «Уйди от нас с благословением! (т. е. благословляя)». В дом умершего ни входят, а заходят к кому-либо из его родни. Они говорят: «Мы вынесли чурбан и при свете огня проводили его привет (значение неясно). Вечера через два мы соединим их (т. е. всех покойников) в одно место. Т.-И.-Шем. Çĕр варринче пĕр çынла «аçа курки» ĕçтерме хушаççĕ? Ăна пĕр витре сăра параççĕ, пĕр курка тыттараççĕ; вăл çын вара пӳртри кашни хăнине пĕрер курка ĕçтерсе çаврăнать. Кашни ĕçекенни курка ăшне, укçа ярать, укçине ĕçтерекен çынни сăра ăснă чух курка çинчен витрене ярать. Кайран, пурне те ĕçтерсе çаврăнсан, вăл укçасемпе, мĕн чухлĕ çитет, çавăн чухлĕ эрек илсе, çав хăнисенех ĕçтерсе ярать. Çутăлсан, хăйă пăрахнă-пăрахман вăхăтра çăкăра, чăкăта тата пĕр витре сăра илсе, ăрама тухаççĕ те, пĕр çĕклем улăма вут тивертсе яраççĕ. Çавăнта пур юлашки çимĕçсене те хуранĕпех çĕклесе тухаççĕ. Вут чĕртес умĕн илсе тухнă çимĕçсене хываççĕ, юлашкисене хуранĕпех хапхи кутне (по обьяснению И. С. Степанова — около тăнса юпи) тăкса хăвараççĕ. Вăл çимĕçсене кайран ик-виç кун пĕтĕм касăри анчăксем тулаша-тулаша çиеççĕ. Унтан вара, вут чĕртсе, вут тавра хĕвеле хирĕç виçĕ хут, алă çупса, купăс каласа, юрласа, ташласа çаврăнаççĕ те, вутне тап-таса сӳнтереççĕ. Унтан вара хуçа килне урăхран кĕмеççĕ, кӳршĕри пĕр-пĕр çын пӳртне пуçтарăнса кĕрсе, сăра пулсан, сăра ĕçеççĕ, эрек пулсан, эрек те ĕçеççĕ те, килĕсене таврăнаççĕ. Хуçисем те вара килне таврăнаççĕ те, çуртне-йĕрне, савăт-сапине тасатма пуçлаççĕ. Ку ĕç вырăс эрни кун ир пулат. Сĕтел çине чашкине, çăкăрне, чăкăтне ыткалакансене параççĕ е ăрамах чакаласа пăрахса хăвараççĕ (зарывают).

аталăх

(адалы̆х), а v. Turc. — аталык. Hoc nomine ii, qui nuptiarum sollemnia celebrant, eum appellant, qui advehit sponsam. Idem a ceteris хăйматлăх ашшĕ appellatur. Ст. Чек. Туй çыннисем, аталăх тесе, хĕр лартса тавăрăнакана калаççĕ. Ыттисем вăсене хăйматлăх ашшĕпе амăшĕ теççĕ. Поезжане называют аталăх того человека, который привозит невесту. Прочие называют его хăйматлăх ашшĕ, а жену его хăйматлăх амăшĕ. N. Аталăх — должность посаженного отца. Унтан туй пуçлăхпе арăмĕ, аталăхпе арăмĕ пӳрте кĕреççĕ. Аталăх вăл — нареченные родные... молодой, вместо родных родителей. Она (?) нарекает родителями аталăх и его жену. Аталăх тени хĕре илсе антарать те, хăйсен килне кӳммисене лартать те, илсе каяççĕ килне. Аталăхне ĕмĕрех атте-анне теççĕ çак каччăпа хĕр.

ати

(ад'и), pater meus, мой отец. Курм., Якейк. и др. Склоняется так: ати, атин или атийăн (ад'ин, н littera non emollita, aд'ujы̆н), атия (адиjа), атира, атиран, атипа (aд'uба). В др. гов. атте, атти, аттей, ӓт'и. В прочих лицах не употребляется и заменяется формами от аçа: аçу, ашшĕ (вм. аçăшĕ). М. Туваны (Алик.). † Кăвак пуçлă атийăм кăвакарнă укçапа кăвак лаша илсе пач (i. q. пачĕ). Мой седовласый отец купил (мне) на свои заржавелые деньги сивую лошадь. Ib. † Ати-апай килĕнче ĕмĕр иртни сисĕнмеçт. В доме отца и матери жизнь проходит незаметно. || Socer meus (pater mariti mei). Также мой или наш свекор (Сред. Юм., Н. Карм., Тюрл., Торп-к., Якейк., Чертаг., Ст. Чек. (ачи). Торп-к. Арăмĕ упăшкин ашшĕне ати тет, амăшне апай тет. Жена называет мужнина отца отцом, а мужшину мать матерью. Ст. Чек. Атийĕмĕр, socer noster, наш свекор. В других лицах скажут: (санăн) хунь-аçу, хунеçӳ, (сирĕн) хунь-аçăр (или, местами, хунь-аçу), (унăн, вĕсен) хунь-ашшĕ, хунешшĕ. V. хуньăм, хуннĕм. Говорящие плохо могут сказать: аттйĕ, твой (ее) свекор, атийĕр ваш свекор.

атма

(атма), saccus retis modo contextus, praelongo manubrio, quo pisces a piscatore in ripa stante capiuntur, наметка. Пшкрт., Щ.С., Н. Карм., Питушк., СТИК. и др. Альш. Атманăн аври вăрăм шерте. Шерте вĕçне кĕрепленнĕ пек урлă патак хунă, унтан вара каллех шĕвĕр тĕплĕ мишук пек çĕлесе янă: «атма хӳри» теççĕ ăна. Атма хӳрине те çипрен çыхса тăваççĕ. Атмапа пулла шыв хĕрринченех тытаççĕ. Рукоять наметки — длинаая жердь. К концу жерди приделана поперечина, а к ней привешено нечто в роде суживающегося книзу мешка, который называется кошелем; это — сетка, связанная из ниток. Наметкой ловят рыбу прямо с берега. Ib. Атмана йăлă витĕр, йăлă витĕр илсе çыхаççĕ. Наметку вяжут так же, как вяжут сети, — ячейку за ячейкой. Изамб. Т. Атмапа пĕр çын çырма хĕрринчен сĕрсе çӳрет. Наметкой ловит один человек с берега. Ст. Чек. Пĕр çын атмапа çырма тăрăх шыв хĕррипе пулă сĕрсе çӳрет. Один человек ходит по берегу речки с наметкой и ловит рыбу. Другое название наметки — пусмалла. Питушк.] || Item retis aucupatorii genus, какая-то сеть для ловли птиц. Сред. Юм. Атма. Кайăк тытма сĕреке пик çыхса тăваççĕ. Ее вяжут для ловли птиц так же, как вяжется бредень.

ача

(аζ’а, аџ̌а; Пшкрт, Писмянка ача), infans, parvulus; puer; puella; virguncula; adolescens, adolescentulus, iuvenis, дитя, ребенок; мальчик; девочка; парень, юноша; девушка. Зап. ВНО. Амăшĕ пулсан, ачи пулать. Орау. Йăван арăмĕ ачи хыçĕнчен тасалнă ĕнтĕ. Жена Ивана уже оправилась после (ребенка) родов. Н. Седяк. Ача çуралсан, кăвапине касаççĕ. Ывăл ача пулсан, кăвапине çĕçĕпе е пуртăпа касаççĕ: çĕçĕ пек çивĕчĕ пултăр! теççĕ. Кăвапине пуртă çине хурса, çĕçĕпе касаççĕ, ак çапла каласа: ĕçе хавас пултăр! Икĕ тĕрлĕ калаççĕ. Примеч. Хĕр-арăм çăмăлланаймасан: упăшкине йăвăр, усал сăмах каланă пулĕ, теççĕ. Çавăнпа арăмĕ урлă упăшкине виçĕ хут каçараççĕ. Упăшки: унăн çылăхне каçаратăп, тет. Ача çуралсанах, çăварне çу хыптараççĕ. Ачана тĕне кӳртсен, пăртак пурăнсан, ача чăкăчĕ чӳклеççĕ. Чӳклессине пĕр-пĕр чухне ĕçсе-çисе ларнă чух чӳклеççĕ. Сĕтел çине çăкăр, ун çине пĕтĕм чăкăт хураççĕ. Унтан, ура çине тăрса чӳклесен, çăкăрĕпе чăкăтне вакласа, валеççе параççĕ. — Ĕмĕрлĕ пултăр, кунлă-çуллă, пултăр! теççĕ. Пĕр-пĕр çыннăн ача çуралсан: çĕнĕ кайăк çуралнă, теççĕ. Унтан тата ыйтаççĕ: ылттăн-и, кĕмĕл-и? теççĕ. Ылттăн — ывăл ача, кĕмĕл — хĕр-ача. Пин тенкĕ, теççĕ, çĕр тенкĕ. Когда родится ребенок, ему обрезывают пупок. Если родился мальчик, то пупок обрезывают ножом или топором, со словами: «Пусть будет остр, как топор». Пупок кладут на топор, разрезывают ножом и говорят: «Пусть будет работящим!» Говорят двояко. Примеч. При трудных родах делают предположение, что жена когда-нибудь сказала мужу что-нибудь оскорбительное и нехорошее. Поэтому заставляют мужа переступить через жену трижды. Муж заявляет, что он прощает своей жене грех. Как только родится ребенок, ему дают в рот немного масла. Немного спустя после крещения, молят ребячий сыр. Этот обряд справляют во время пирушки. Кладут на стол хлеб, а на него непочатой сыр: потом встают, совершают моление, а хлеб и сыр раздают по частям присутствующим. При этом говорят: «Пусть будет долголетен!» Если у кого-нибудь родится ребенок, то говорят: «Родилась новая птичка» (или: зверек). Кроме того, спрашивают: «Золото или серебро?» Золото — мальчик, серебро — девочка. (На это отвечают): «Тысяча рублей» (если родился мальчик и) «сто рублей» (если родплась девочка). Ср. Алг. Ача çуралсан. Пуçламан чăкăт илеççĕ, пуçламан çăкăр, сăра ăсаççĕ. Кĕл-тăваççĕ турра: турă! ху çуратнă чунна лайăх ырлăх-сывлăх пар пурăнма. Алăк уçса, пуççапаççĕ турра. Когда родится ребенок. Берут непочатой сыр и непочатой коровай хлеба, нацедят пива и молятся богу: «Боже! дай счастья и благополучия живому существу, созданному тобою!» Отворяют дверь избы и делают земные поклоны. Собран. 195. Ача çуратсан, ăна, тĕне кӳртсе, уйри тăр-пĕччен ларакан йăвăç патне илсе каяççĕ, унта хăйсем урăх ят хураççĕ; урăх ят хумасан, ача пурăнмасть, теççĕ. Когда родится ребенок, то его окрестят и отнесут к дереву, одиноко стоящему в поле. Там они дают ребенку другое имя, думая, что в противном случае ребенок не будет жить. Ст. Чек. Эпĕ ача çулĕнчен тухнă ĕнтĕ. Я уже вышел (вышла) из детского возраста (гов. когда исполнится 12 лет). Ib. Эс ача мар ĕнтĕ, ача çулĕнчен иртнĕ ĕнтĕ. Ты уже не ребенок, твои детские годы уже прошли. Ib. Ялан ача пулăттăн. Ты все хотел бы быть ребенком. Собр. 71. Ача пăхакан выççа вилмен, йытă пăхакан выççа вилнĕ, теççĕ. Кто ухаживает за ребенком, не умрет с голоду, а кто воспитывает собаку, умрет голодной смертью. Альш. Варвари Пăрăнтăкран Кашана качча кайнă. Ачине тутар арăмĕпе тунă, тет. Варвара вышла замуж из Бурундуков в Елховоозерную. Говорят, что при родах у нее была бабкой-повитухой татарка. N. † Улма пахчи турăм та эп, ача кулли пулчĕ вăл. Я рассадил яблоновый сад, но он достался в добычу детям (т. е. они воровала из него яблоки, ломали деревья и пр.). Ч.С. Эпĕ: халĕ мана никам та чаракан çук, тесе, ар шухăшăмпа шухăшласа ларатăп. Я сижу и думаю своим детским разумом: «Теперь меня некому останавливать» (т. е. удержввать от шалостей и проч.). Шурăм-пуç З. Çĕнĕрен тӳрри пур теççĕ те, çĕнĕрен тӳрри пур, теççĕ. Ай-хай, ача Учун пур та, çав Ивана пăрахаймаçть. Говорят, что имеется новый друг (любовник), а она, Ульяна, не можст бросить того Ивана. N. † Ай-хай ача Татьяна Киштек çулĕпе сиккипе. КС. Вăл ачи унăн кампа пулнă-ши? От кого у нее этот ребенок? Якейк. Валтанхи ар, хырăмра чох, эпĕр, туран куççа, анса лартăмăр. Когда я ходила первым ребенком, мы переселились с верхнего конца деревни на нижний. Шорк. Ачана кипкепе тыт. Держи ребенка в пеленках. КС. Эй, ачупа пĕрле!.. йĕрĕнтермĕш!.. Эх, чтобы тебя с твоим ребенком!.. Надоедник!.. Сред. Юм. Ача ӳкмен, сурчăк ӳкнĕ! Пĕчик ачасĕм ӳке парсан, пысăккисĕм, ачана тăратнă чухне, ача ӳкнĕ çĕре сурса, çапла калаççĕ. Не ребенок упал, а плевок! Когда упадет ребенок, то взрослые, поднимая его, плюют на то место, где он упал, и произносят эти слова. Чебокс. Тепĕр кун, кăнтăрлахи кĕлĕрен тухсан, атте ачана çĕклерĕ те, урамалла йăтса тухрĕ. На другой день, после обедни, отец взял ребенка (мою маленькую сестру) и понес ее куда-то на улицу. Собр. 103°. † Сак çинче ача вылясан, ашшĕ-амăшĕ курать — савăнать. Когда на нарах играет ребенок, отец с матерью смотрят на него и радуются. ХVIII. З1. Сак тулли ача пар. Дай полные нары детей. (Из моленья). Нюш-к. Ача пăлатна пулсассăн, уна пĕр çулталăкранах ĕмĕртме пăрахтараççĕ. Если ребенок здоров, то его советуют отнимать от груди, как только ему минет год. Ib. Тата тĕлĕкре пĕчик ачана курсан та, чирлессе, теççĕ. Говорят, что видеть во сне маленького ребенка также предвещает болезнь. Курм. Ача çăлтан топрăмăр. Мы нашли в колодце ребенка. Так говорят, когда родится ребенок. Вир-ял. Çав хĕр мана ача тет; аллине ача тытмасăр çав хĕр качча ан кайтăр! Эта девка называет меня мальчишкой; пусть не выйдет она замуж раньше, чем родит («возьмет в руки») ребенка! Шел. П. 66. Ача туман арăм ача тăвасшăн вилесене (покойникам) панă вĕт ăна (лоскут холста). Сарат. «Çывăр, ачам (хĕрĕм), çывăр! Аннӳ кайнă çырлана; татнă-татнă — ывăннă, унтах, выртса, çывăрнă. Аçа çаптăр, çиçĕм çиçтĕр, пирĕн аннене (или: санăн аннĕне) вăраттăр. Пирĕн анне вилсессĕн, çĕнĕ анне илĕпĕр. — Çĕнĕ анне аван мар, кивĕ анне аванччĕ: çĕнĕ курнитса ăшă мар, кив курнитса ăшăччĕ. Ст. Айб. † Чипер ача куйланать савнă ачи килментен. Красавица тоскует оттого, что не пришел к ней милый. Абыз. † Атăл çинче алă майра, сараппань виттĕр çил вĕрет. Пирĕн ачисем пулчĕ (ç) пӳлч (= пулĕ?) На Волге 50 русских женщин; сквозь их сарафаны продувает ветер. Вероятно, это были наши ребята. Альш. Вĕрентесси теплелле, çынсем унта темĕнле, епле пурăна пĕлмелле? тетĕп. Шухăша юлтăм хайхи ача. Как еще будут обучать? Каковы-то там люди? Как там жить? Задумался парень (т. е. я). N. Ыйтат, тет, ку хĕрĕнчен: камран сан ку ачу? тесе. Спрашивает этот у дочери: «От кого, говорит, у тебя этот ребенок?» Сказки и пред. чув. 17. Сĕм вăрманăн ачисем йăвисене кĕреççĕ. Дети дремучего леса входят в свои жилища. Регули 1248. Эй она ачан корса. Эп она арăмăн илтĕм. Я ее видел еще ребенком. Я ее взял вдовой. С. Тим. † Вун çитĕ çулхи ачупа кам юратса вылямĕ. С 17-тилетним юношей кто не пожелает играть? Альш. † Ашшĕ-амăшĕ ӳксе, йĕрсе юлчĕ ытам тулли сарă ачишĕн. Родители плакали навзрыд («упавши») о своей милой красавице дочке. Кратк. расск. 20. Атте, яр ачуна пирĕнпе. Отец, отпусти сына с нами. Изамб. Т. Унта халăх пухăннă çĕре асламăшĕ: ачи, ачи Павăлĕ! Пăхран-шăкран тасалнăччĕ, шыва кайса вилейчĕ, тесе, кăçкăрса йĕрет. Там, при собравшемся народе, бабушка (его) ревет благим матом, пряговаравая: «Бедный Павел! Только что ты успел вырости до того, чтобы ухаживать сам за собой, и уж утопул в речке!» N. Эсир пĕлекен Хурамал ачи Елеазар (конец письма). Известный вам Карамалинский парень Елеазар. Лашман. † Урамăрсем тӳрĕ пулас пулсан, хĕрхенмĕттĕм йĕс кĕлелĕ аттăма; ачисем ачана çитнĕ пулсан, хĕрхенмĕттĕм кĕмĕл çĕррĕме; ачисем ачана, ай, çитеймен, кĕмĕл çĕррисем ăстантан тухайман. Если бы улицы были прямые, не пожалела бы я своих сапог с медными подковками; если бы парни были на возрасте, не пожалела бы я своего серебряного кольца... Парни еще не выросли, серебряные кольца еще не вышли из литейного стана. Собр. † Çинçе пилĕк сар ача пĕччен çывăрнă чух, ай, пулайинччин! Ах, если бы красивый юноша с тонкой талией был около меня, когда я сплю одна. Эпир çур. çĕр-шыв. Шкулта пурĕ 90 ача вĕренет: вĕсенчен 50 ача хамăр ял ачи, 40 ача урăх ял ачисем. Альш. Ачапа вилнĕ. Умерла из-за ребенка (т. е. от родов). Ib. Çăмăлланаймасăр вилнĕ. Умерла, так как не могла разродиться. Ib. Çав çынпа пулса (çӳресе), ача тунă. Прижила от этого человека ребенка. Макка 142. Ача, пурăнасса нимĕн шухăшсăрах тенĕ пекех пурăнатăп. Живу я, братец, без всякой думушки и заботушки. || Qui blanciius alloquuntur, primae personae terminationem addunt. Прибавление к этому слову суфф. притяж. 1 л. ед. ч. делает обращение более ласковым. Изванк. Кин ачам! çынна ытла йăвăр сăмах ан кала, çынна тĕксе ан яр, ачам, çын сăмах хыççĕн кăлăх ан кай, хуна ху пĕл. Милая сноха! не говори другим оскорбительных слов, не отталкивай от себя людей, не поступай необдуманно по чужим советам, знай сама себя. (Наставление, даваемое молодой стариками и старухами; из обр. «Çĕн-çын яшки»). Ст. Чек. Ачам, кăлăхах çынпа вăрççа ан çӳре. Не бранись, дитя мое, попусту. || De pupa. О кукле. Сред. Юм. Калăпа пир таткисĕмпе чӳркесен, пĕчик ачасĕм: ача, тесе, çĕклесе çӳреççĕ. || In allocutionibus significat sodalem. Нередко употреблаетея в обращениях, в смысле брат (к лицам обоего пола, как и это русск. сл.). Б. Олг. Çитмест-и сана ик сом вонă пус? — Ах, ачам, çапла йӳн полат. Не будет ли с тебя шестидесяти копеек? — Ах, это, брат, (слишком) дешево будет! Ст. Чек. Ача, атя шыва кĕме каяр. Идем, брат, купаться.

хĕр ача

puella, a primo natali die usque ad sextum decimunr septimumve decimum aetatis annum, девочка, от рождения и до 16—17 лет. Якейк. Эп хĕр-ачасампа выляма пит йорататăп. Я очень люблю играть с девушками. Ст. Чек. Пĕчĕкçĕ хĕр ача, puella, decimum duodecimumve annum nondum egressa, девочка до 10—12 лет. Ib. Алăри хĕр-ача, puella lactens, девочка, которая еще сосет грудь. Сиктерма. Арçын ачасем, хĕр ачасем, пĕр çĕре пухăнса, килĕрен çу, сĕт, кĕрпе, пĕрер пашалу пуçтарса, аната шыв хĕррине пĕр хуран илсе анаççĕ. Мальчики и девочки, собравшись вместе, собирают с каждого двора масла, молока, крупы и по одной лепешке и, взяв котел, сходят к реке.

ача яшки

(jашки), ius, quad puerperae a vicinis eius dono affertur, варево, приносамое соседями роженице. Альш. Ача çуралсан, кӳршисем ача амăшне ача яшки çитерме яшка е пăтă пĕçере-пĕçере пыраççĕ. Когда родится ребенок, то соседи варят у себя похлебку или кашу и приносят их в дом новорожденного, чтобы накормить его мать «ребячьей похлебкой» (или «ребячьей кашей»). V. Ача пăтти. Ст. Чек. Ачана шыва кӳртсен (кстиняра) ача амăшĕ валли тачă ăратнесем, хăйматлăхсем, тачă кӳрше-аршă пăтă илсе пыраççĕ. После крещения ребенка (на кстинах) близкая родня, хăйматлăх и его жена и близкие соседи приносят матери ребенка каши. Ib. Ача яшки кӳтĕмĕр. Мы принесли «ребячье варево». Ib. Ача яшкине кашни ачана тирпейлеççĕ, ача парни кăна пирвайхи ачана тирпейлеççĕ. «Ребячье варево» приготовляют для каждого ребенка, а «ребячьи дары» — только для первенца. Ib. Ача яшка леçме карăмăр. Мы ходили с ребячьим варевом (т. е. отнесли его р.).

ача кӳпчĕкĕ

(к̚ӳпц’э̆гэ̆), secundae, Nachgeburt, послед. Чăвашем 2. Вара ачана çапла тирпейлесе хурсан, ача кӳпчĕкне илсе, çăпата çине хураççĕ те, ăна картана ут кункăри айне кайса лартаççĕ те, ăна пĕр-пĕр япала витсе хураççĕ. Вăл ача кӳпчĕкне пĕр çын, та курминччĕ, тесе, пит хытă пытараççĕ; ăна пĕр-пĕр курайман çын илсе, çав çăпатана ӳпĕне çавăрса хурат, тет; ăна ӳпĕнтерсен, вăл ача вилет, тет; вăл ача амăшийĕн вара урăх ача пулсан та, пĕри те пурăнмасть, тет. Уклав таким образом ребенка, берут послед, кладут его в лапоть, относят в хлев, ставят его под колоду, в которой месят лощадям, и сверху чем-нибудь покрывают. Послед прячут очень тщательно, — так, чтобы его никто не увидал. Говорят, что если какой-нибудь ненавистник перевернет этот лапоть низом вверх, то ребенок умрет, а сделующие дети его матери не будут жить, хотя бы они и рождались. То же слово есть ив Череп.

ах

(ах), idem sign., quod apud Latinos ah, межд., имеющее различные значения. Est ergo aut dolentis. Часто выражает печаль или боль. Бугульм. † Турикассен хĕрĕсем ах! темесĕр сывлаймаççĕ. Девушки с верхнего конца деревни испускают непрерывные вздохи. Изамб. Т. 76. Ах! вилетĕп! Илсе килĕр ман патма ачасене... Ах! я умираю! Приведите ко мне детей... СТИК. Ах, çавна çаклатаймарăм! Ах, как жаль, что я его (ее) не поймал! || Aut stomachantis slbi ipsi et se ipsum arguentis. Или — негодование либо недовольство самим собою. Чăв. й. пур. Яккăвĕ каланă: ах, пĕлмерĕм! Кунта килес-мĕн! тесе ĕкĕрсе йĕнĕ. Яков плакал навзрыд и говорил: «Ах, я не знал! Мне надо бы прийти сюда!» Альш. Ах, чипер аппан тути çурăлнă! Ах, у красотки растрескались губы! || Aut stomachantis alteri. Также недовольство другими. Шурăм-п. № 16. Ах, ухмахсем! Мĕшĕн эсир те тапкаланатăр-ха? Ах, дураки! Зачем же это и вы дрягаетесь? || Aut leniter arguentis sive reprehendentis. Или легкий упрек. Якейк. Ах, эс мĕлле нумай çӳрерĕн! Ах, как ты долго ходил! || Aut obiurgantis. Или брань. Ст. Чек. Ах, мур! Ах ты, моровая язва! (брань). Ib. Ах, шуйттан пуçĕ! Ах ты, чортова голова! Ib. Ах, çăпата çăвар! («язык лаптем»; так обзывают человека, который говорит непристойности, и при том необдуманно и грубо). || Aut deprecantis. Или просьбу не делать чего-либо. Ст. Чек. Ах, ачам, ăна ан ту! Ах, не делай этого, дитя мое! || Aut inclamantis. Или призыв. Якейк. Ах, килĕрех конта! чон тохса каять! Ах, идите сюда! я умираю! || Aut suspirantis. Или вздох. V. ах. || Aut expavescentis. Или страх. Якейк. Ах, ачăсам, пĕтрĕмĕр!.. ампар çонсатохрĕ! Ах, дети, мы погибли!.. загорелся амбар! || Aut percipientis voluptatem. Или наслаждение, восхищение. Тораево. Ах, тутлă! тесе калать, тет. Ах, как сладко! говорит он. Ст. Чек. Ах, аван-ĕçке, кучренеç пек! Ах, как хорошо, словно гостинец! || Aut lascivientis. Или игривость. Ст. Чек. Ах, хăратрăн-ĕçке! Ах, как ты испугал! || Aut implorantis. Или мольбу. Самар. † Ах, аттеçĕм, тетĕп, ах, аннеçĕм! хăш урăртан тытсан, пахиллĕр? || Aut respondentis lacessenti. Ответ пристающему. Ст. Чек. Ах, ан çыпăçсам (или: ан çыпăççам) ман çумма! Ах, не приставай ко мне! (ах, отойди от меня!). || Geminata vocalis sensum validiorem facit. Иногда, для показания силы действия, гласная удваивается. Шорк. А-ах, хĕнерĕ-çке! Ну и били же его! Ib. А-ах, çапăнать-çке молчара (мол’џ̌ара). Ну, и парится же он! Ой-к. А-ах, киле килсех турă парать-çке те, ывăлсем таçта çӳреççĕ-çке! Ах, какая жалость! Бог посылает нам поживу (людей) прямо в дом, а сыновья, видишь, ходят неизвестно где!

ахаль

(аhал’) temere, sine causa, frustra, incassum; sine usu, sine utilitate; otiose; nullo consilio; gratuito; sine mercede; simpliciter, sine apparatu, sine doctrina, sine rei ullius adiutorio; без причины, без основания; попусту; так себе; без употребления, без пользы; без дела; без особого намерения; даром, бесплатно; просто, без особых приспособлений, без предварительного приготовления или изучения и т. п. По-русски во всех этих случаях можно перевести наречием так. Ст. Чек. Ват çынсам ахал, каламан. Старые люди сказали (это) не без основания. Шурăм-п. № 26. Вĕсем калани ахал, пулакан мар. Их слова обыкновенно сбываются. Ч.С. Атте вара: ку ахал, мар, пĕр-пĕр çурта аçа çапрĕ пуль, тесе, урама пăхма тухрĕ. Тогда отец сказал: «Это (т. е. столь сильный громовой удар) не без причины; вероятно, в какой-нибудь дом ударила молния», и вышел на улицу посмотреть. Альш. Ашшĕ кĕтет-кĕтет те: ку ахал мартăр, тесе, шыв хĕрне чупса анат, тет. Прождав некоторое время, отец побежал на берег, предполагая, что это (т. е. невозвращение дочери) неспроста (не без важной причины). Янтик. Ăна вут тивертнĕшĕн ахалех (ямăçĕ) тумăçĕ. Ему (этот) поджог даром не пройдет. Якейк. Конăн ани ахальах чăсăлсă выртать. Его загон (полоса земли) лежит попусту (не засеян). Собр. Ахалĕн амăшĕ вилнĕ, теççĕ. (По обьясн. И. С. Степанова, соотв. русской посл.: «подаришь уехал в Париж, остался один купишь»). Юрк. Кĕнекисене ахаль (scr. ахал) илмелле пулмасан, эп укçа та тӳлĕп. Если нельзя получить книги даром, то я могу и заплатить. Аттик. Пирĕн парнене ахал, ан ту. Амин. Не сделай нашего приношения тщетным, т. е. прими жертву. (Из моленья). Н. Шинкус. Куккасем: киле килнĕскере тасаттарас, тесе, тем парасса çитнĕ. Тасатсам-а, сана ахал, тумăпăрах! тие пуçларĕç. Дядя и его семейные, желая, чтобы цыган, раз он пришел в дом, изгнал порчу, готовы были дать ему за это некесть что. — «Пожалуйста, выведи у нас порчу», говорили они ему: «мы во всяком случае не оставим тебя без вознаграждения.» Н. Карм. Кусем пырсан, шыв парса, питне çутарнă, пурçăн алшăлли панă. Салтак каланă: мана хамăн мунтир те юрĕ, ку ахалех хуралат, тенĕ. Когда они пришли, отдали ему умыться и дали шелковое полотенце. Солдат сказал: «Зачем попусту пачкать полотенце? — мне ладно утереться и мундиром». Эсĕ мĕшĕн кушака сентĕре çине лартрăн? — Ахаль. Зачем ты посадил кошку на полати? — Так себе. Бгтр. Мĕн патне (у др. мĕн тума) килтĕн? — Ахалех. — Ахаль пулсан, алăк патĕнче алтăр пурччĕ — илсе кай та кӳрсе пар. (Çапла ачасене, çын патне пырсан, калаççĕ). «Зачем пришел?» — «Просто так.» — «А если просто так, то за дверью у нас был алтăр (большой ковш), унеси его и принеси назад.» (Так говорят детям, если они придут без дела в люди, т. е. в чужой дом). СПВВ. ОН. Ахалех = кăлăх. Кильд. Çавах та вăсен ача-пăча пулман, ахалех ватăлса кайнă. И все-таки детей у них не было, и они так и состарились. Ст. Чек. Ахаль ларасран ялан кăнчала авăрлат. Чтобы не сидеть без дела, постоянно прядет. Регули. 207. Ахаль лариччен кăнчала арлать. Чем сидеть так, прядет. N. Ахаль лариччен кĕрĕк аркине те полин йăвала, теççĕ. Чем сидеть без дела, лучше мни полу шубы. Якейк. Атя ман пата, ахалех кăмака çинче пĕççе тăратса выртан! — Ахалеххине ахалех те (или: ахальне ахалех те), сан пата çавах пымасп. Идём ко мне, (все равно) так на печи валяешься (вздернувши ноги)! — Так-то так, а все-таки я к тебе не пойду. Н. Кунаш. (Цив.) † Çиессĕм килет, ĕçессĕм килет, кăмакари хуплу еннеллех чунăм туртать çке!.. Эп çиесшĕн каламастăп, ахаль калатăп. Мне хочется есть и пить... И как мне хочется курника, которых стоит в печке!.. Я говорю это не затем, чтобы поесть, а просто так (без особого намерения). Альш. Те йыхрава каять, те ахаль таçта каять. Неизвестно, едет ли он звать в гости, или едет куда-то хак (без этого намерения). Регули. 1293. Эп она ахаль патăм. Я дал ему даром. Менча. Тухатмăш ывăлĕ, ӳксе пуççапса, çĕр тенкĕ пама пусан, шеллесе, ахалех тӳрлетнĕ, тет. Утемĕш, ахаль, пулсан, пин тенкĕ парсан та, тӳрлетес çукчĕ, тет, ывăлне шеллесе анчах тӳрлетнĕ, тет. Когда сын колдуна поклонился Удемишу в ноги и обещал дать ему сто рублей, тот сжалился и поправил (исцелил) колдуна даром. Говорят, что Удемиш сделал это лишь из жалости к сыну, а иначе он не поправил бы его и за тысячу рублей. Якейк. Вăл лоткăла ышша кари (т. е. кайрĕ-и), ахал, (sine navigio, solis corporis viribus utendo) ышша кари? Он поплыл на лодке или так? Ib. Эп посмапа мар, ахал, хăпартăм. Я влез не по лестнице, а так (т. е. без лестницы). N. Ват çынна куçлăх кирлĕ, ахал, (ахальăн) он куç кормаçть. Старому человеку надо очки (нужны очки), иначе он не видит. || Sic quoque. И без того уже. Коракыш. Карчăк каланă: ăçта каятăн? тенĕ. Улпут каланă: санпала калаçма мар, ахаль хуйхă! (у др. ахаль, те хуйхă-ха) тенĕ. Старуха спросила: «Куда ты едешь?» Барин отвечал: «Мне не до разговора, у меня и без того на душе кошки скребут». Кан. 1927, № 224. Вулăсра пĕр милитси (милиционер) нимех те туса çитереймест, тет. Мĕншĕн тесен унăн ĕçĕсем ахалех нумай (и без того много дела). || Haud raro rei alicuius vehementiae significandae causa ponitur. Также употребл. для выражения силы действия. БАБ. Çынсем сиксе тăчĕçĕ, тет, пăхаççĕ, тет: ха, уксак йывăçсене тĕпĕ-тымарĕпе ахаль, лăскат, тет. Люди вскочили и смотрят, а хромой так я выдирает деревья, совсем и с корнями. Альш. Тухса пăхан пек пулат та, ку салтаксене ахаль тустарма туйăнат, тет. Он вышел на двор, как будто для того, чтобы посмотреть (лошадь), и принялся пробирать (ругать) этих солдат. Ib. Тукмакĕ: валей! тесенех, ку карчăка ахаль пĕçерет, тет; ăçтан кĕçтет, çавăнтан парат, тет. Как только старуха сказала: «Валяй», дубинка и давай ее колошматить. Только успевай повертываться! (букв. «где чешется, по тому месту и лупит»). Ib. Пĕри тухат та, ку тункăлтăксене ахаль ватса яраççĕ, тет. Один из жителей вышел (на улипу, созвал соседей) и они отлупили (прибили, точнее: с сильными побоями проводили) тупгылдыков (глупцов в сказке; см. манкăлтăк) как Сидорову козу. Ib. Эпĕ пăхса выртатăп: хай тăрнасем ахаль таптаса çисе çӳреççĕ. Я лежу и смотрю, а журавли так и топчут, так и едят (просо). Ib. Ку пупсем пакăр исе килеççĕ те, ку çынна тĕртсе те яраççĕ. Ку çын ахал, шыва пăтратат, тет. Поп и дьякон взяли багор и столкнули этого человека (завязанного в мешок) в речку. Тот там просто всю воду взмутил. V. ахаль анчах. || Etiam adiectivi vim habere potest et significat usitatum, pervulgatum, vulgarem, vanum, simplicem, gregarium, gratuitum, parvi momenti, vilem, sine verbis (de cantilena dicitur, quae modulatione sola constat). Употребляясь в значении прилагательного, переводится словами: обыкновенный, простой, не заключающий в себе ничего особенного, важного, тщетный, даровой; без слов (песня). Ахал, çын, рядовой, ничем не выдающийся человек; ахал, йывăç, обыкновенное, простое дерево; дерево, не приносящее плодов; ахал, шăмă, обыкновенная кость; ахаль хут, обыкновенная или простая бумага; бумага, не имеющая значения. Якейк. Вăл пирн юшши ахаль çын çине пăхмаçть те. На простых людей, вроде нас, он и не смотрит. Ib. Ку ахаль корăк мар, ку корăкпа тем те тума полать. Это не простое растение, этим растением можно сделать что угодно. Ст. Чек. Вăл лаша çырăвĕ мар, ахал, хут-кăна. Это не расписка о покупке лошади, а простая бумажка. Ib. Вăл çырмалли хут мар, ахаль кут шăлса пăрахмалли хут. Это не бумага для письма, а просто для отхожего места. Ib. Пире, ахал, çынсене, капла та юрат. Нам, простым (не чиновным) людям ладно и так. СТИК. Ку ахаль япала мар, кунта мĕн-те-пулсан пур. Это не простая вещь, в ней что-нибудь да есть особенное. (Так и в Ст. Чек.). Парастас. Этемĕн мĕн пурри пурте ахалех; вилсен, вĕсем нимĕне те тăмаççĕ. Что сокращ. жизнь. Ахал ун пек ĕмĕт ахалех! Но подобная надежда тщетна. Изамб. Т. Сирте çĕр ахал, (ирккĕн, у др. ирĕккĕн). У вас земли привольно (или: у вас земля дешева, хоть даром бери). То же и в Сред. Юм. Ст. Чек. Сирте çĕр ахаль. У вас земля дается даром (или: продается по крайне низкой, сравнительно со здешней, цене). Сред. Юм. Ахаллин (аhаллин’) амăш вилнĕ. У дармового мать умерла, т. е. даром давать не буду. Так отвечают тому кто просит чего-нибудь даром. Якейк. Ахал, йорă, песня без елов. (В Череп. это выражение означает песню, которую поют в обыкновенное время, без особого повода.

ахальăн

(аhал’ы̆н), i. q. (то же, что) ахалин. Панклеи. Карчăка вăл: тархас, тет, пĕр-пĕр патакпа илсе çап ман пуçран, тет; эпĕ ахальăн ĕмĕрех конта порнатăп, тет. Она сказала старухе: «Пожалуйста, ударь меня по голове какою нибудь палкою, а то я проживу здесь весь век».

ашăк

(ажы̆к), ita appellantur mattae viliores, quae ex tiliae philyris connectuntur, рогожа, состоящая из отдельных прядей (пайăрка), связанных мочалом (Череп.), или, подругому объяснению, «род цыновки, не тканой, а вязаной, как соломенные маты» Торх., Ходар., Шибач., Пшкрт., Н. Карм.. V. Хап. Ч. П. Айĕсене ашăк сарăпăр. Мы постелем под них рогожки. Упа. † Арпалăхра ашăк çыхса ларакан, пирĕн йысна мар-ши çав? Не наш ли это зять сидит в мякиннице и вяжет рогожки? Календ. 1906. Аякка илсе каймалла пулсан малтан йывăç тымарне навуслă шĕвĕ тăм çине чиксе кăларас пулать, унтан, ашăкпа (рогожаба, чинавккапа) чăркаса, паярки-пайăркапе çыхас пулать. Если нужно далеко везти (яблоню), то следует корень ее обмакнуть в жидкую глину с навозом, а потом обернуть в рогожу и, кладя деревца пучками, завязать. А. П. Прокоп. † Ай-ай сивĕ пулчĕ-ĕçке! Мĕшĕн ашăка илмерĕм? Ашăк та пурччĕ, кĕрĕк те пурччĕ, ампар уççи аппараччĕ. Как стало холодно! Почему я не взял рогожи? И рогожа была, и шуба была, да ключ был у старшей сестры. Ала 106°. Сăрă чăххи ăста? — Хорчка тытнă. — Хорчки ăста? — Лама кайнă. — Мĕн ĕçпе? — Ашăк çона-çиттипа. Где серая курица? — Ястреб поймал. А ястреб где? — На посиделки ушел. — С каким делом? — С рогожкой для саней. || Matta melioris notae opere textorio confecta. Тканая рогожа. К.-Кушки. КС. Ашăка тертеççĕ. Рогожу ткут. || Tegumentum equi. Попона для лошади. Зап. ВНО., Янгорч. Paas. 8. Ашăк, von Lindenbast gewebte Pferdedecke, торпище. || Reticuli genus e tiliae philyris confecti, quo fenum portari solet. Также род сетки из мочала, в которой носят сено. Янгорч. || Huic simile est, quod ad eundem usum e linteo conficitur, annexis utrinque funiculis, quibus constringi possit. Нечто в роде платка из холста или рогожи, куда кладут на дорогу сено. На двух концах его — веревка.

ашăкла выля

(выл’а), ossibus ludere, quae ашăк appellantur, играть в бабки или в альчики. СТИК. Ашăкла укçа ывăтса выляççĕ. Играют в орлянку, ставя на ставку вместо денег бабки. Ст. Чек. 'Эпĕ ашăкла (в альчики) выляма вĕренни'. Çимĕкре кукамайсем патне хăнана карăм. Пĕчĕк кукка, Мăтри (Мы̆три), эпĕ вĕсен пӳртĕ (= пӳрчĕ) умне тухрăмăр. Кукка тура-шăл кунтипе ашăк алсе тухрĕ. — Атьăр, атсем, ашăкла выляр, терĕ. — Эпĕ выляма пĕлместĕп, терĕм эп. — Вĕрентĕпĕр, терĕ Мăтри; эпĕ мункунта выляма вĕрентĕм, терĕ. Кукка пурсăмăра та çирĕмшер ашăк пачĕ. Тупрăмăр тикĕс вырăн, хăпарса тăракан вырăнсене урапа таптаса тикĕслеттĕрĕмĕр. Атьăр туйла выляр, терĕ Мăтри. Икшерпе выляр, терĕ пĕчек кукка. Пурсăмăр та икшер ашăк илтĕмĕр те, Мăтри, икĕ ашăка сылтăм аллин пуç пӳрнипе вăта пӳрни хушшинче хĕстерсе, шĕĕр пӳрни çине лартса, ячĕ нăчлаттарса çĕре. Унăн икĕ пĕк пулчĕ. Кукка та çавăн майлах ячĕ, унăн елччĕпе туй пулчĕ. Эпĕ те çавсен майлах ятăм та, манăн пĕри туй пулчĕ, тепĕри темĕскерле: ни елччĕ мар, ни туй мар, ни пĕк мар, ни чĕк мар: пĕр пуçĕпе (концом) тăрат. Мăтри кулса ячĕ те: Иванăн сысат, терĕ. Кукка та: чăнах иккен, терĕ. Яр çĕнĕрен, терĕ. Эпĕ илтĕм те, çĕнĕрен ятăм. Пĕр елччĕ, пĕр пĕк пулчĕ. Кукка пуçтарса илчĕ те (унăн пĕр туй, пĕр елччĕ), ывçă-тупанĕ çине хурса, сăлпа (сильно) çĕрелле пăрахрĕ. [Ун чухне камăн ашăкĕ пысăк ларни малтан парат. Куккан ĕр туй, пĕр елччĕ; ыттисен пирĕн пĕрин те ун пек çук, çавăнпа вăл малтан ямалла пулчĕ. Ашăк асли: елччĕ туй умĕнче, туй чĕк умĕнче, чĕк пĕк умĕнче. Пур ашăксем те танматан пулсан, анчах пĕрин пĕр ашăкĕ пĕк, тепĕрин чĕк пулсан, чĕкли малтан ярат. Вăйăра вĕсен икĕшин те пысăккисен пĕр пек выртсан, вĕсем икĕш те тепĕр хут яраççĕ (снова мечут)]. Тете (брат «пĕчĕк кукка»): мĕнле вылятпăхăр-ха? терĕ. Кукка часрах пуçтарса илчĕ те: туйла, терĕ. Ячĕ. Икĕ туй, ыттисем: пĕк, чĕк, елччĕ выртрĕç. Кукка икĕ туя пуçтарса илчĕ те, Мăтри пуçтарма та тытăнчĕ (чтобы метать). — Мăтри, эсĕ мар, Иван пуçтармалла, терĕ. Эпĕ хĕвеле май мар, вăйă хĕвеле май каят, терĕ (стоят на опред. местах). Эпĕ пуçтарса илтĕм те, кукка пекех ятăм (метнул). Пĕр туй выртрĕ. Эпĕ ăна илтĕм. Вара Мăтри пуçтарса илсе ячĕ. Пĕр туй илчĕ вăл. Кукка илчĕ те, юлашкисене ячĕ. Икĕшне те илчĕ. Эпĕ пĕр ашăк ятăм (проиграл). Кукка икĕ ашăк ăттăрĕ (выиграл). Халĕ эпĕр туйла вылярăмăр. Çавăн пекех: елччĕлле, чĕкле, пĕкле выляççĕ. Тата тĕкелле выляççĕ. Ун чухне икĕ ашăк пĕр пĕк, икĕ пĕк, икĕ туй, икĕ елччĕ, е икĕ чĕк пулсан, яраканĕ илет. Пĕр пек виççĕ, е пиллĕк, е çиччĕ пулсан, илеймест. Икĕ чĕк, икĕ пĕк — тăватăшне те илет. Ib. Ытăлла вылянă чухне, не берут четных, но берут все нечетные. (Об игре в ашы̆k у каз. тат. см. Полный толковый сл. Дж. Валиди, I, 81; такая же игра, и почти с теми же названиями сторон кости, существует и в Азербайджане).

аштаха

(аштаha) или аштаха çĕлен, draco, дракон. Н. Карм. Аштаха çĕлен ӳссе çитсессĕн, турă çӳле илет çĕклесе; çил-тăвăлпалан, пĕлĕтпелен, çиçĕмпелен илет. Кунта халăха сиен тăвать, сывлăшĕпе туртса илсе çăтать, çавăнпа турă çӳле çĕклесе илет ăна, çил-тăвăлпалан хĕстерсе илет çӳле, çиçĕмпелен. Аштахаран, пурăнсан-пурăнсан, юхха пулать. Çавă çын сӳретне кĕрет; камăн лайăхрах ăрăм пур-и, хĕр пур-и, ăна илешет. Илешет те, чирлетет; типсе хăрать те, вилет вăл.

ашшĕ

(ашшэ̆) pater eius (eorum vel earum), его, ее, их отец. V. аçа, аçу, атте, атти, ати. Сред. Юм. Ашшĕне пăхса, ывăлне (ывы̆л’н’э) хĕр пар. Прежде чем отдавать дочь за чьего-либо сына, посмотри, каков у него отец. (Послов.). Истор. 150. Вăл ашшĕ чухне туртса илеймен хуласене, çĕрсене илсе, Мускав (scr. Москва) патшалăхне тата ытларах аслăлатнă. М. Васильев. Аслă киремет ашшĕ. Отец главной киремети (божество четвертого разряда). || Vitricus eius, его (ее, их) отчим (в нек. гов.).

пусар

, посар, (-зар), придавить. М. Васильев. Порăкне çил йăвантарса ямантан тăпра моклашкипе посарать. N. Араслан урипе пусарнă та, калать: малалла пăхмасăр хăрас çук ĕнтĕ, тет. N. Хуласенчи çынсем пурте, çуртсем куçса пусарасран хăраса, хуласенчен тараççĕ. N. Йывăр чул пек пусарса тăрать. N. Иçĕм-çырли шывне пусарса кăлармалли вырăн. ТХКА 76. Çапла каласан, пирĕн хура йытă тирĕнчен çĕленĕ çĕлĕке сылтăм аллипе çамки çине пусарсах лартрĕ. N. Слонĕ ун çине кайса ӳксе, хăйне те çавăнтах пусарса вĕлернĕ. Чем люди живы. Манăн упăшкама та халĕ анчах пытарчĕç, вăрманта йывăç пусарса вĕлерчĕ. || Топтать. N. Вилнĕ çын тăприне те: умăнта пултăр, тесе, таптаса пусарса хăвараççĕ. || Уложить. Хурамал. Çӳле йăвăç нумай пусарнă. Сверху на крышу наложено много лесу. Альш. † Çав çулçине кам пусарĕ, пусарсан пусарĕ лăпкă çил (на одном месте уложит). Н. Тим. † Кӳлсен кӳл лашуна паррипе, аслă çул тусанне пусарма. С. Айб. † Кӳлсен кӳлĕр утăра паррипе, аслă çулăн тусанне пусарма. || Мочить (коноплю). Пшкрт: канды̆рзан'а шуа позараччы̆. || Посадить наседку; сажать на яйца для выводки. В. Байгул. † Аттепе анне пусарнă чăх-чĕпписем пахчаран пахчана саланчĕç. Вир-ял. † Анне пусарнă чăх-чĕппи пахчаран пахчана саланчĕç. Бюрганский. Ак, ме сана чăхă; эпĕ сана савса илсе килтĕм; пусарасса та санăн ятна тесе асăнса пусарнăччĕ. Альш. Хур-кăвакал пусараççĕ Элшелсем йышлăн. Ib. Хăшин-хăшин çавăнпа виç-тăват пӳртлĕ те пулаççĕ: путексем-пăрусем хупма, ĕне-выльăх кӳртсе пăтратса кăларма, хур-кăвакал пусарма пӳрт кирлĕ. || Валять. Ст. Чек. Тăлана пусараççĕ: тăлана тăршшĕпе хутлам-хутлам хутласа, çине те, айне те хăма хурса, кĕлет пĕрени айне хураççĕ, тăлан аялти хăмине йывăçпа е хулăн хăмапа, ун айне, вăрăм пуçĕ еннерех, пукан вырттарса, вăрăм пуçĕнчен пуçĕнченех аялалла пустарса тăма йывăр япаласем хураççĕ. Пусарнă тăла тикĕс, яка пулать. Орау. Тăлла пусарса хутăмăр-ха паян, епле картланĕ. || Усмирять, успокаивать. Кан. Контрреволюциллĕ пăлханăва пусарнă, тесе пĕлтернĕ. N. Киприан шуйттанпа тавлашса каланă: сирĕн вăйăр çапла-и? сире вăйсăр хĕр те çĕнтерет, тенĕ. Усал Киприана пусарса каланă: эпĕ ăна улталаса çылăха кӳртме урăх май тупăп. || Укротить. О пьяницах. Ӳтне пусарасшăн тăрăш. Юрк. Пирĕн пек çамрăк ачасене йывăр хуйхă ӳкрĕ — пусарчĕ. || Успокоить, утешить. С. Айб. † Тусан тăвăр тусăра саррине, ăшăртан хуйхăра пусарма. N. Манăн хамăн укçа çук, çавăнпа хуйха пусара пĕлместĕп, тенĕ. N. Ăша пусар, утешать. N. Унтан вара хуйхăна пусар. N. Эс те пусан ман кăмăла пусар. || Оплодотворять (о самцах). Вĕлле хурче 21. Ват амăшне питĕрмесен те хăруш мар, çамрăккине, сăрă (трутень) пусарманнине, питĕрес пулать.

пусă

(пузы̆), яма. Шарбаш. Пусă, яма для хранения овощей. || Могила. Слеп. Çыннăн поссине авăтиччен, хăвăн поссуна авăт (ответ на пожелание умереть). || Колодец. Вишн. 72. Пусă ял варринче, е кил хушшинче, е вите патĕнче, е аслăк-карта патĕнче пулсан, тата тарăн та пулмасан, ун ăшĕнче вара çăл шывĕ пулмасть. N. Хуçи арăмĕ тухрĕ те, витре илсе килчĕ те, ăна пусса ячĕ те, чампăрт! туса илчĕ те, шыв витрине тултарчĕ. БАБ. Пусăра шăнкăрав тавраш сасси илтĕнсен, каччă пулсан, туйла авланат, хĕр пулсан, туйла каят, теççĕ. (Гаданье на çĕнĕ çул каç). Изамб. Т. Хăшĕ-хăшĕ тата çывăрма выртнă чухне пуç патне пусă пекки туса хураççĕ.

пусăран

пусрăн, (-зы̆-), осесть, слежаться. Ст. Чек. Шурăм-п. Кăçал юр çанталăк ăшăтичченех çуррине яхăн пусăрăнчĕ. Çутт. 114. Пур çĕрте те шурă юр хĕвел ăшшипе пусăрнат. Толст. Пусăрăнман юр çинче йĕлтĕрсем пĕрер шите яхăн, хăш-хăш тĕлте ытларах та путса пыраççĕ. В. Олг. Посăрăнса, осело (строение). Изамб. Т. Лашасем таптанипе малтан хулăм сарăм пусрăнать. || Успокоиться, остепениться, улечься (о сердце), утихнуть, смириться. N. Унсăрăн унăн чунĕ пусăрăнмасть (не успокаивается, не улегается). Юрк. Тыррисене çынсенчен малтан анкартне кӳртсен, чунĕсем пусăрăнаççĕ. Бур. † Пирĕн çамрăк чĕресем пусăрăнмаççĕ, хамăр тăвансене курмасан. Альш. † Çакă тăвансене курмасан, ман çамрăк чĕресем пусăрăнмаст. Кĕвĕсем. Пирĕн çамрăк чĕре пусăрăнмас, хамăр пуçа хуйхăсем ӳкмесĕр. N. † Пирĕн çамрăк чĕресем пусăрăнмас, пирĕн тантăшсене курмасан. Сред. Юм. Ăш посăрнмас, не спокойно на душе. Изамб. Т. Çил пусăрăнчĕ, вут пусăрăнчĕ. Ib Тепĕр кунне ирхине тăман пусăрăнчĕ. N. Унăн хуйхи пусăрăннă вара. N. Унăн кăмăлĕ пусăрăнма пĕлмен. Альш. Ире яхăн лăпланчĕ (пожар утих), тин хай чун пусăрăнат. N. Пусăрăнса туйми пулса тăр. КС. Ахăракан ăйăр акара пусăрăнать. Янтик. Халĕ чыстиех пусăрăннă вăл, текех çамрăк чухнехи мар çав: вăйĕ те сахалланчĕ пуль, укçисем те пĕтрĕç пуль! (финансовая сторона растроилась). ЧП. Матур йĕкĕт пусăрнать хĕр илсе (успокаивается). Баран. 253. Хăшĕ (люди) нихăçан та пĕр вырăнта пусăрăнса тăмаççĕ (все время бродят с места на место). Ib. Кайран хăй çапах пусăрăнса тăрайман (не унимался). Энтипе тек чăрмантарса пынă.

пусмăрла

насиловать, изнасиловать, причинить насилие. N. Унта тата хĕрарăма пусмăрлакансене айăплаççĕ. КС. Çав çăл пирĕн яла йăлтах пусмăрла пуçларĕ. Бур. Вĕрет, сурат, пусмăрлат, кăтăкласа вĕлерет. Сред. Юм. Пире чыстиех посмăрланă-çке вара ăсĕм: чăххине те вĕлереççĕ, пахчари çимĕçсĕне хăвармарĕç ĕнтĕ, (çавсĕмех) пĕтерчĕç, ачасĕне орама тохма та памаççĕ. Юрк. Вăл çын эрех ĕçтерме парăнмасан (если не согласится), унăн килĕнчен пĕр-пĕр япалине пусмăрласа илсе каяççĕ те, хупаха хурса эрех ĕçеççĕ. Шурам-п. Эп сан пата пусмăрласах пырам-и? (насильно приду). || Обижать, притеснять, угнетать. В. Олг. Сёт-к. † Посăм-килĕм постав пак, посмăрласа çӳримарăм, ман яш ĕмĕр иртсе каþ. Якейк. † Посăм-килĕм постав пак, посмăрласа çӳримарăм, пос-килсенчен уйăрăлтăм. Демидов. Кайран-кайран çак усал çынсем пусмăрласа (теснить) çитере пуçларĕç, тет, Якава. Изамб. Т. Ама-çурине амăш пусмăрлат.

пуç

, поç, (пус, пос), голова. N. Чăхă пуç орлă вĕçсе каçса кайсан, лайăх мар, теççĕ. СТИК. Пуç сăрăлтатса карĕ. Ib. Питĕ хытă ывăнсан е чирлесен, юн вĕрипе пуç сăрăлтатса тăрат. Ib. Хур пуçне кил хуçи çиет, мĕншĕн тесен вăл кил пуçĕ. (Обычай). N. Ах, пуçăм (головушка) ыратать. Кама 47. Капла пуçа тăратса ларни те юрамасть. Ib. 16. Пуçна пулашшĕ япала! Ib. 5. Пуçна тивтĕр юлашки. Намăссăр, йытă! Шалчу тулĕ-ха. Ачач 34. Хирĕç-мĕн пулсан, ырă ятпа чĕнсе, çĕлĕк илеççĕ. Пуç таяççĕ. Ерк. 6. Кам илтмен ун çинчен? Кам курсан пуç таймасть? Альш. Пуçу ыратат-им? (Сочувствие). Кан. Хĕрарăмсем пуç çинчен пĕркенме пăрахнăшăн хĕсĕрлекен çын. Изамб. Т. Вĕсем пуç ухашшĕн анчах шыв вĕретеççĕ. N. Çав хĕрсем пурте çара уран, юне(в др. говорах: йӳле)-пилĕк, çӳçне-пуçне тустарса, пуçне ухса пыраççĕ, сиккелесе. Орау. Пуçу, çан-çурăму пĕçермест-и? Вĕриланса выртмастăн-и? С вами жару нет? С вами жар? Ib. Пуç, çан-çурăм пĕçерсе çӳрет; вĕриланса çӳретĕп. Якейк. † Сарă хĕрсем амăшне виçĕ сомах калăпчĕ, виççĕ пуçран шăлăпчĕ хĕрне сарă тунăшăн, хĕрне корса па(л)лăпчĕ, тытса тота тăвăпчĕ. Ib. Мĕн пуçа пăркаласа тăран-ка? Сан çия çавах никам та пăхмаçт. Каша. † Хрантсус явлăк пĕчĕкçĕ, пĕчĕкçĕ те, пуç тулли. N. Ирхинеччен ту, атту сан пуç, ман хĕç, тесе калать, тет. Скотолеч. 33. Сурăхăн пуçĕсем, хăлхисем, тутисем, шăмă сыпписем пăсăлса, кĕсенленсе каяççĕ. N. Ирхине тăраççĕ, тет те, хуçийĕн пуçĕсем шыçса кайнă, тет. Толст. Пуçĕ çине йăванса кайрĕ. ЧП. Пире тăван кĕтет, хай, чыспала, чӳречинчен пуçне, хай, илмесĕр. Ала 8. Хĕрсем уна курсассăн, пур те чӳречене пырса пуçĕсене чикнĕ. Альш. † Çак тăвансем патне килсессĕн, çамрăк пуç çĕклейми си куртăм. Альш. Пуçа сĕлтĕпе ухас. Надо голову мыть щелоком. Скотолеч. 34. Сурăха пуç çавăрăнакан тăвакан хуртсем йытă ăшĕнче пурăнаççĕ. Сред. Юм. Пуç çавăрнакан сорăх пик (как шальная овца), ниçта кайма аптраса çӳре парап вит (повышение голоса на çӳре). N. Пуçа тăратса ларат. Орау. Арпус пуç (гололобый), лашăна çавăтса кайĕ ак. Йӳç. такăнт. 24. Пуçна çапса çурам. N. Тата каллах çав сăмаха кала-ха, поçна çапса çорам! Тим. † Эрнекунпа шăматкун — пуç кăларми тăман кун. N. Поç патне тӳрех кайрĕ. Сред. Юм. Пуçран çапнă сôрăх пик çӳрен çанта ним пĕлмесĕр, çынсĕм мĕн сăмахланине те пĕлместĕн. Ib. Пуçа çĕклемесĕр вырать. Жнет до того торопясь, что голову не поднимает. Ib. Пуçа та касса кайĕç ôн ачисĕм. Очень злые, так что и голову отрубят. Ib. Мĕн халь, пĕр пуç, пĕр кот, кăçта савнă, онта кай. Ib. Пуç патне пыра пуçларĕ (ӳсĕрĕле пуçласан калаççĕ). . Пуçна персе шăтарăп. Голову расшибу. КС. Пуçа ăш(ă) тиврĕ. Угорел. Изамб. Т. Пĕлтĕр акă тырă та ĕлкĕрмен, ĕçсĕр халăхсем (бездельники), тыр вырма тухмалла, тесе, туррăн пуçне ыраттарнă, çавăнта тыр вырма тухас уммĕн, тырра пăр çапса кайрĕ. Ib. Усемпе ĕçсе ман пуçа тата ытларах кайрĕ. Орау. Кил-ха эс, эп сана пуçна касса ярăп (это говорят редко, или: пуçна çапса çурăп, или в Рак.: мăйна пăрса ярăп). Ты вот приди-ка, я тебе башку-то сверну. Ау 46. Ку ачасем мана кирлĕ мар, вăсене аташтармасан, ман пуçăм е хыçăм, тенĕ. Ib. 52. Аташтармасан сирĕн пуçăр, ман хыçăм, тенĕ. О сохр. здор. Ун пек тăвасси те хĕнех мар, пуçра пур çын ăна часах тума пултарать. N. Пуçĕсене пыра пуçларĕ (стали хмелеть), курнать. Собр. Çурăхсене час-часах, пуç çаврăнакан пулсан, сурăхинĕн пуçне картана алтса пытарсан, ӳлĕмрен сурăхсене пуç çаврăнакан пулмас, тет. Якейк. Пуçа çырнинчен иртимăн (судьбы не избежишь). Пуçа тем çырнă, штан пĕлес. Шорк. Поç çавăрннă сорăх пек (гов. о человеке со слабой памятью). С. Алг. Тĕл пултăмăр урхамах, пуçне тăсма ал çитмест. Орау. Курăс касма кайиччен çак пурана каскаласа пĕтересчĕ: ытла пуç çинче тăрать (давно уже надо было сделать, дело не терпит). Ib. Пуçа килсен пушмак, тит, пултараймасан та пултарăн. Если надо будет, то сможешь. Йӳç. такăнт. 35. Ĕç, кум, хам пуç пур чухне! Сред. Юм. Пуç умне çитсен, пуçа кăшăл тăхăнать, тет. (Кил-пуç çынни пулсан, пурне те хăй пĕлет вара, тессине калаççĕ). || Глава. N. Вĕсенчен пĕри, чи усалли, юрăхсăрри, Авимелех ятли, пуçа тухнă та, тăванĕсене пурне те вĕлерсе пĕтернĕ. Ала 63. Сирĕн çие çак çынна пуç турăмăр. Мы сделали его над вами главою. N. Йĕксĕк пуçĕ! (брань). N. Хăш çĕрте халăха пĕр çын пуç пулса пăхса тăрать, хăшинче тата халăх хăйне хăй пуç пулса патшалăха тытса тăрать. Полтава. Орлик ятлă çыруç — пуç. «И Орлик гетманов делец». Орау. Пуç пулса çӳрет?! Кам эсĕ вара капла, ял хушшинче пуç пулса çӳрен. Кармалы. Арçын пуç хĕрарăм пуç мар. N. Хăй пуç пулма çӳрет. || Индивид, личность. N. Пĕр пуçпе укçана çтă чикет. Пĕр пуçупа укçана çта чикетĕн. N. Те пуç (сам человек) каялла киле тавăрнать, те тавăрăнаймаçт, тесе (дума уходящего на чужбину). N. Хăйсенĕн пуçĕсене пит асла хураççĕ. Истор. Лайăх пурăннă чух пуçне пит асла хывнă, пуçа хĕн килсен, тӳрех хăраса ӳкнĕ. Пазух. Ан хапсăнăр тĕнчен мулĕсене, çылăх пулĕ çамрăк пуçсене. || Конец. Орл. I, 281. Пĕр пуç çăка, тепĕр пуçĕ юман, варинче мăкăр. (Çапуççи). Альш. † Чӳречĕре уçса ярăр: алшăлли пуçĕ курăнтăр. Ib. Сĕтел пуçне, сак çине лартаççĕ вĕсене. N. Сĕтел пуçне иккĕшне арăмĕпе ура çине тăратса... N. Сĕтел пуçне, урлă сак çине ларса... Б. Олг. Çанта лапка поçне каþăмăр, колач çисе ларатпăр. В. Ив. Хăшĕ тата вăрлăх валли кăшăлăн пуçне уйăрса илеççĕ. N. Вăл пĕренерех тунă ахаль пӳрт майлах: тăватă кĕтеслĕ çурт пек ларать; анчах унăн çумне икĕ пуçĕнчен икĕ пура пураса çыпăçтарнă. Ст. Чек. Хутăн пĕр пуçне шĕвĕр тăваççĕ, ăна хăлхана лартаççĕ, тепĕр пуçне вут тивертеççĕ. Орау. Икĕ пуçпе те пĕр пекех йăванса анса ӳкрĕ (упало плашмя). Янш.-Норв. Варĕнчи йăлтăрка, икĕ пуçĕнче (по сторонам ее) мерчен шăрçасем (на нитке). Цив. Тата пĕр çăмарта илсе, ăна пĕр пуçĕнчен хуратаççĕ. Торп-к. Унтан пĕр пуçĕнчисем тепĕр пуçĕнчи ачанăн алли айăн тухаççĕ. N. Пуçĕнчи, на его конце (амбара). Регули 1164. Пĕр вăрман поççĕнчен кĕрсе, тепĕр поçне каç полăрах аран тохса. Ib. 1165. Пĕр орам поççĕнчен кĕрсе, тепĕр поççĕнчен тохрăм. Пшкрт. Ял поçăнчан ял поçна, от одного конца до другого. Янш.-Норв. Вăл масар пуçĕнчен пирĕн ял хушшине питĕ тарăн типĕ çырма анать. N. Маншăн пусан, кăçта кайсан та пĕр пуç (один конец). || Боковые стороны (концы) строения. Ст. Чек. Кĕлет пуçĕ, лаçă пуçĕ, ăрамра кĕлет пуçĕнче; алăк айĕнче, кĕлет пуçĕнче: сыснапа пĕтернĕ пуçĕсене, е вырăна урлă май пуçне калаççĕ — в противоположность кĕлет умĕ, кĕлет хыçĕ. Ачач 82. Пурте лаç пуçĕнче выртакан çăка каска çине лараççĕ. Кильд. † Пирĕн пӳрт пуçĕнче-улма йывăç, турачĕсем çинче чĕкеç чĕпписем. Чиганар. Вăсем кĕлеткисене пӳрт поçне çакаççĕ. Ib. Пӳрт поçĕнче çор çăкăр çакăнса тăрать. (Уйăх). || Перед. Яргуньк. Эпĕ пуçа çуна пуçне чиксе те, малалла пăхман. | Начало. N. Çавăнпа вăл çыру пуçне адрĕсне çырас пулать, тет. Ст. Чек. Уйăх пуçĕнче (в начале месяца) чӳк тунă. || Вершина, верховье. Альш. † Çичĕ çырма пуçĕнче çырла нумай, çĕр сахал. V. S. Çырманăн çӳлĕ пуçĕнче курăк аван ӳсет. ТХКА 39. Тарăн çырма пуçне вăрманта пирĕн сыснасем хăйсене выртма шăтăк чавнă, тет. || Голова (сахара). Изамб. Т. Пĕр пуç сахăр. Ib. Сирĕн миçе пуç сахăр? || Голова (о скотине). N. Çичĕ пин пуç вак выльăх. || Семья пчел. ТХКА 65. Вунă пуç хурт усрарăм. Вуннăшĕ те арчаллă вĕллеччĕ. ТХКА 5. Вунă пуç хурт усраттăм. Вуннăше те арчаллă вĕллеччĕ. || Колос. Менча Ч. Пӳне Атăл хăмăш пек, пуçне чакан пек, çăмарта хĕрли пек тутлăхне парăсăнччĕ. (Моленье). Хăр. Паль. 40. Пуç сăхакан ыраш, тата шавласа выртакан шывсем çинчен камăн илтес килмĕ. Икково. Орпа поç прахать-и мĕн, ста каян васкаса; тепĕртак ларсан, орпа поç прахма поçлать. ЧП. Пуç пăрахать (урпа). Ib. Шур пуç кăлар (пиçен). Пазух. Анкартисем хыçне кантăр акрăм, вăхăт мар-ши пуçне татмашкăн. || Головка сапожная. Чем люди живы. КС. Атта пуç сыптарас. || Волосы. N. Пуçа кастартăм та, çăмăллăнах туйăнчĕ. || Жизнь. ЧС. Эсĕ пирĕн сăмахăмăра итлемесĕр ху пуçна ху çухатăн. Байг. † Пуçă каймĕ тантăш, мулă кайĕ, вăрласа ил савнă хĕрĕсе. Лашм. † Пирĕн пуçа çини эсĕ мар мĕн. Ст. Шаймурз. † Епле хăйсене хăйсем шеллемеççĕ, пуçĕсене хĕрхенмеççĕ. Б. Хирлепы. Эсĕр-и ман пичисен пуçсене çакансем (= çиякансем, çиекенсем, т. е. губители). N. Эпĕ вунă çула пуçăма ярам. Баран. 65. Этемсем ушкăнĕ-ушкăнĕпе çулăмран тухса тарнă. Хăшĕ пуçне хăтарасшăн чупнă, хăшĕ çавăнтах вилĕме кĕре-кĕре ӳкнĕ. Ib. 56. Харăс чарăнаççĕ: пĕтнĕ пуç пĕтнĕ, ăçта кайса çухалмасть тесе, тĕпĕ курăнми тарăн çырма урлă сиктере параççĕ. Ib. 31. Пилĕк пус ман пуçа çирĕ. Пилĕк пусран пуçласа, ак мĕн курмалла пултăм. N. Ку вăрçăран пуçа исе тухса пулать-и? Ст. Шаймурз. Тархасшăн илсе ан кил, пуçма çиетĕн ĕнтĕ, тет. Пожалуйста не приводи ее, а то погубишь меня. Сунт. Аттесене хирĕç пулса, çакăнта килсе (замуж) пуçа çирĕм. Бгтр. Вăсам малтан вониккĕн полнă, кайран пĕри хăй поçне çинĕ, тенĕ. N. † Хурăн тăрне хурт çирĕ, манăн пуçа эсĕ çирĕн (кĕрӳшĕ). К.-Кушки. Чун юратман ачаран пуç хăтарса пулмарĕ. N. Çĕмĕрĕлме кай, çунса кайтăр, ман çамрăк пуç çухалчĕ. Собр. Вăттисĕн сăмахне итлемесен, пуçне çухатать, теççĕ. || Благодарение. Хурамал. || В чувашизмах. Орау. Вулани пĕртте пуçа кĕмеçт (ничего не идет в голову). Ст. Ганьк. † Ах, аттеçĕм, аннеçĕм! Шухăшла-ха пуç тавра: манран мĕскĕн ачу çук. N. Манăн пуçа касса ан çӳретĕр, килте пурăнтăр. N. Шухăшлассисем килсен те, тĕпĕ-йĕрĕпе шухăшласа, пуç тавăра çавăрса илме пултараймаççĕ. Альш. Хĕрĕ каланă: эсĕ лаша тĕсе аслаçăна хăй пуçне вĕрентрĕн, тет. Т. Григорьева. Пуç тавра шухăшламасăр ĕçе ан тытăн, теççĕ. (Послов.) Рак. Турă сывлăх патăр та пуçăра (пусть даст вам здоровье). N. Çамрăк ача çамрăк пуçĕпе ватă çынсене вĕрентет. Ск. и пред. 93. Пуян хĕрĕ пуçупа мĕншĕн çапла хăтлантăн? Рук. календ. Прокоп. Мишер пуçĕпе мишер те, таса тумасан, арăмне: эсĕ чăваш арăмĕ пек хытланатăн, тесе вăрçать. Юрк. Авă эпир мар, улпут пуçĕпе чиркӳ тĕлне çитсен, çĕлĕкне хывса илсе, сăхсăхса илет, тесе калаçчăр, тесе шухăшласа, малти чиркӳсем тĕлне çитмессерен, пуçĕнчи çĕлĕкне хывса илсе, чиркӳ çине пăхса сăхсăхса илет. ГТТ. Пуçне ниçта кайса чикеймес. Трхбл. Епле эс учитĕл пуçупа веренмен хĕре илсе ятăн? — Е, пĕррелĕхе пырĕ-ха. ЧС. Эсĕ халĕ çамрăк пуçупа халиччен çук йăлана туртса кăларатăн ĕнтĕ. Урож. год. Вăл хăй ватă пуçĕпе суха касси йĕрĕпе кун каçачченех утать. Н. Карм. Пит пуçа йывăр киле пуçларĕ (на должности). N. Чипер сывă пуçпа кайса килĕ вăл. N. Чĕр пуçăмпалах çĕр айне кĕрсе выртасчĕ. N. † Пуçма ятăм ирĕке сарă хĕрсем суйлама. Альш. † Сирĕн пекех лайăх çын халь умĕнче, сĕтел умне тăрса юрлаймăп: кĕçĕн пуçма асла хураймăп (хываймăп). Ib. Пуç кăна сыв пултăр: пуç пулсан, пурăнан вара, теççĕ. С. Айб. † Ай-хай пуçăм çамрăк чунăм, тата мĕн курасси, ай, пур-ши? Емельк. † Эсир те ватă, эпĕр çамрăк, сире пуçапмасан, пуç пулмаçт. N. Тин пирĕн пуç пĕтмели килет. (Из письма). Изамб. Т. Мĕн тăвас тен: ӳстерĕ çав, пуç çине ӳксен (если так пришлось, воспитает). N. Вĕсен пуç пурăнăçĕнче ĕмĕрлĕх савăнăç пулĕ. ЧС. Сана, хамăр пуç пурăнсан, çулталăкран тата чӳклĕп. (Из моления). Ib. Ача-пăча сăмаххине итлесессĕн, пуç та пĕтĕ. (Гов. мать). N. Пĕтĕм пуçĕпе йĕрсе ячĕ. Ск. и пред. 61. Çавăнта никам та ирĕклĕ пуçпах Мăншу çынĕнчен анакансем çук. Сред. Юм. Пуçа йытта хывнă та, чирлĕ тесе вырта парать вит, хăйĕн-ха нимĕн те ыратмас. N. Хам умра темĕскер, çавра çил пек, юра сирпĕтсе ман умалла тӳрех, пуç каснă пек килет; хăранипе хăйне хăй пĕлмест.

пуç-ура

конечности, голова и ноги. Кан. Кĕркури чăхха пусрĕ... Пуç-урисене пӳрте çĕклесе кĕчĕ. Менча Ч. Çапла туса пĕтерсессĕн, такине така пусакан çĕре илсе кайса пусаççĕ те, кирлĕ-кирлĕ ашĕсене: ӳпкине, пĕверне, чĕрине, пуç-урисене (голову и ноги), тата пăртак тачăка ашне пĕçереççĕ.

пуç-уххи

жидкость ддя мытья головы, собств. для промывания волос (напр. квас, кислое молоко и пр.). К.-Кушки. Сăра чысти ватăлса кайнă. Пуç-уххи тума кăна юрăхлă. Ib. Пуç-уххи — хĕрарăмсем мунчана турăх е сăра пуç уçма илсе каяççĕ. Ăна пуç-уххи теççĕ.

пуçлă туттăр

особый платок, похожий на полотенце, повязываемый женщинами поверх сурбана. Орау. Пуçлă туттăра пирĕн Уравăшра сурпан валли тĕртсе тунă пек тунă, икĕ хĕррине хĕрлĕ пиртенех тăваççĕ. Туттăр валли тĕртнĕ пир сурпан пирринчен ансăртарах пулать. Туттăр валли çав пиртен пĕр аршăн çурă тăршшĕ касса илеççĕ те, унăн икĕ вĕçне туттăр пуçĕсене çĕлесе хураççĕ, унтан вĕсем çумне пасар шăтăкĕ çĕлесе хураççĕ. Çавна вара пуçлă туттăр теççĕ. Пуçлă туттăра икĕ тĕрлĕ çыхаççĕ: туттăра икĕ вĕçне тан туса, варри тĕлĕшĕпе çанкисене çӳç курăнми çавăрса илсе, ĕнсе хыçĕнчен çыхса икĕ вĕçне усса яраççĕ. Тепĕр тĕрли — çав усса янă туттăр вĕçĕсене каялла лĕпке çине илсе килсе, хире-хирĕç çыхса хĕстерсе, вĕçĕсене мăйрака пек туса хăвараççĕ. Çапла çыхнине чăвашсем: туттăрне тавăрса çыхнă, теççĕ. См. сурпан тутăрĕ.

пуçне

кроме, без. Альш. Хунартан пуçне пĕртте тухма та пулман. Тухсанах пуçпа-пуç перĕннĕ. Юрк. † Хĕвел, пĕр аннеçăм, çĕрĕ пĕр мар, çĕрĕ пĕр аннеçăм, çынни пуçне. Регули 163. Çав кĕпе, ĕçленисĕр (= çĕленисĕр) пуçне, виç сом тăрать. N. Хамăртан пуçне çырман (без нас, т. е. в наше отсутствие, не писали). Янш.-Норв. Пиччемсĕр пуçне эп мĕн тăвăп? Баран. 139. Ӳсекен япаларан, выльăх-чĕрлĕхрен пуçне этем те пурăнаймасть. Ольга. Ашшĕнчен пуçне, кроме отца. Регули 546. Манăн онсăр поçнех номай. У меня и без этого много. Ib. 601. Хĕр ача, тăлăх (тăлăх хĕр ача), аш-амăшсĕр пуçне кил тытас çок. Лашм. Санран пуçне пурнаймăп. О сохр. здор. Шывсăр пуçне (без воды) никам та пурăнайманнине эсир хăвăр та пĕлетĕр. N. Çавăнтан вара мана пĕччен, аппаран пуçне, ниçта та ями пулчĕç. || По. Кан. Çĕр çитменлĕхне шута илсе, ятак пуçне валеçмелле туса панă. || На. Ала 82. Вăтăр ача пуçне, тата пурин пуçне пĕрле пĕр шан турĕç, тет (пива). Юрк. Çулталăкра тата тăватă тапхăр % укçи илетпĕр, тенкĕ пуçне 20 п. кĕмĕл (400 т. çине 80 т.). || Оригинальный. Сёт-к. Илле вăл пуçнерех çын. Илья оригинальный человек. || Отдельно, врозь, особо. Н. Карм. † Эпирех те виççĕн пĕр тăван, сассăмăрсем пĕр пек тухать пуль те, ăрăскалсен пуçне пулать пуль. N. Пасар пĕрле, телей пуçне.

пуç çавăр

околдовать, приворожить, отворожить. КС. Ун хĕрне пуçне çавăрса илсе тухса кайнă, теççĕ: ахаллинчен çав начар çĕре ма кайтăр вăл? Дик. леб. 48. Вăл (Елиса) чăнах та тухатмăш иккен, çавăнпа вăл патшана та, пĕтĕм халăха та пуç çавăрма пĕлчĕ, тенĕ. Н. Лебеж. † Чыкан ачи шап-шурă ача, пĕреççех (пĕрехçех) чуптуса пуç çавăрса илчĕ. Курм. Пуç çавратăп, çын çомне çавратăп. Хора ĕне пăрушĕ епле амăш тавра çавăрнать, ынатланать, çанашкал манпа ынатлантăр. Хора кĕсре тыхи епле ынатланать, çавăрнать, çанашкал ынатлантăр, манпа калаçтăр. Сар чăхă чĕппи епле амăш тавра ынатланать, çавăрнать, çанашкал манпала ынатлантăр, çавăрăнтăр. (Из наговора). Чураль-к. Хĕрсен пуçне çавăрмалли (наговор для привлечения любви). 1. Çитмил те çичĕ тĕслĕ çут-çанталăкра, ылтăн пахчара ылтăн хăмла шуччи; ылтăн хăмла шуччинче ылтăн хăмла; ылтăн хăмла ылтăн чашăкра; ылтăн чашăкра ылтăн кайăк; çав ылтăн кайăк епле чашкă çумне çыпăçăнать, çавăн пекех çав хĕр çав ача çумне çыпăçăнтăр. 2. Ылтăн пахчара ылтăн тенел, ылтăн тенелте ылтăн урапа. Çав урапа епле тенел тавра çавăрнать, çавăн пекех çав хĕр ăшчикки çав ачашăн çавăрăнтăр. 3. Кăвак кăвакарчын епле аçи тавра ами çавăрнать, çавăн пекех çав хĕрпе çав ача пĕрле савăнса-кулса пурăнмала пултăр. 4. Вĕрене вутти вĕтрен пек, юман вутти хĕлхем пек. Çав хĕр ăшчикки çав ачашăн çавăн пекех çунтăр. 5. Çитмил те çичĕ тинĕс урлă шап-шурă çуçлĕ, ылтăн туяпа, ватă старик килет çав ачапа çав хĕре пĕрлештерме. 6. Турă хăвачĕпе виççĕ сурать, виççĕ сапать. Çав ачапа çав хĕр пĕрле пурăнмала пултăр, тет. 7. Çитмил те çичĕ тĕслĕ çут-çанталăкра кĕмĕл пахча; кĕмĕл пахчара кĕмĕл хуран, кĕмĕл хуранта кĕмĕл купăста. Çав купăста епле вĕрет, çавăн пекех çав ачашăн çав хĕр ăшчикки вĕретĕр. См. эрешмен карти. Ст. Ганьк. Пуç çавăран чĕлхе. Кахал каларĕшпе, сасан пулă палăрăшпе, турă хушнипе çĕр çаврăнать, çаврăн, кун таврăнать, таврăн. Хĕвел çаврăнать, çаврăн. Çитмĕл çичĕ тинĕс уттинче ылтăн вăрман, ылтăн вăрманта ылтăн пӳрт, ылтăн пӳртре ылтăн сакай, ылтăн сакайĕнче ылтăн йăва, ылтăн йăва çинче ылтăн çамăрта, ылтăн çăмартаран тухнă хур-чĕпписем шăкăлтатса пурăннă пек, Яккупа Ульяна шăкăлтатса пурăнччăр. Кахал каларĕшпе, çитмĕл çичĕ тинĕс уттинче кĕмĕл вăрман, кĕмĕл вăрманта кĕмĕл пӳрт, кĕмĕл пӳртре кĕмĕл сакай, кĕмĕл сакайĕнче кĕмĕл йăва, кĕмĕл йăва çинче кĕмĕл çăмарта, кĕмĕл (scr. ылтăн) çăмартаран тухнă хур-чĕпписем шăкăлтатса калаçса пурăннă пек, Яккупа Ульяна шăкăлтатса пурăнччăр. Кахал каларĕшпе, çитмĕл çичĕ тинĕс уттинче пăхăр вăрман, пăхăр вăрманта пăхăр пӳрт, пăхăр пӳртре пăхăр сакай, пăхăр сакайĕнче пăхăр йăва, пăхăр йăва çинче пăхăр çăмартасем, çав пăхăр çăмартаран тухнă хур-чĕпписем шăкăлтатса калаçса пурăннă пек, Яккупа Ульяна шăкăлтатса пурăнччăр. Кахал каларĕшпе, сасан пулă пăхăрĕшпе (так!), кун таврăнать, таврăн, хĕвел çаврăнать, çаврăн, çĕр çаврăнать, çаврăн, уйăх çаврăнать, çаврăн. Çак çут-тĕнчере тухан ăшă хĕвел епле ăшăтса савăнтарать, çавăн пек çак Яккупа Ульяна ăшăнса, савăнса, шăкăлтатса пурăнччăр. || Завивать вилок, головку (о капусте). Трхбл. Купăста пуç çавăрать. У капусты уже завиваются головки.

пуç тăрăх

с головы. Карсун. Çав куркапа шыв ăсса илсе, шыв пуç тăрăх (с головы, на голову) ячĕç, пĕчĕккисем çине шыв ямарĕç. (Хир чӳкĕ). Трхбл. Пуç тăрăх шыв ярса тăр-ха. Полей-ка на голову воды.

пуç хулли

(-λиы), прут, за который прицепляется начало основы при тканье. Чутеево. Сред. Юм. Пир тĕртме пуçланă чухне пир кумминчен витĕрсе илсе пуç хуллинчен йăлмакласа илеççĕ. Шевле. Хĕçпе кĕрĕсем витĕр илнĕ çипсене пуç холли çине тăхăнтараççĕ, пуç холлине кантрапа пир хыçи çăмне (= çумне) çыхаççĕ.

поç хăвар

пощадить, не губить. Шопашкар-Сĕмĕл. † Поçăм толли çут хошпу; хошпува илсе кайсан та, Иван поçне хăварсамăр (не губите моего Ивана).

путек çаппи

липовые ветки с листьями для кормления ягнят. Ст. Яха-к. Мĕншĕн эсĕ путек çаппи илсе килтĕн?

путлĕ

путно, прилично, как следует (русск.). Г. А. Отрыв. Мĕнпе кăвакартнине (синили) путлех пĕлмеççĕ. Орау. Атта путлĕ (чипер) тăхăнимарăм. Аттине чипер (путлĕ) тăхăнимарĕ. Надел сапог(и) не совсем ладно. Чăв. й. пур. 5. Хăй çине ĕмĕрне путлĕ тумтир кĕмен-тĕр. Кĕвĕсем. Мертлĕ тăрăх çӳрррĕм — пĕр путлĕ хĕр курмарăм. Путли тĕни пĕри çук, путсĕр тени вĕçĕ çук. Ст. Чек. Вăл çулхине кантăр путлĕ пулмарĕ. Ib. Путлĕ пул; путлĕ калаçмас. || Путный, хороший, приличный. Юрк. Çав ĕнерен путлĕ выльăх пулас-и, эй сĕт-çу-и? N. Патнерех çитерехпе, Çемен: ку путлĕскерсем мар пулĕ, тесе, лашине тăварса йăвăçран кăкарнă. Чăв. й. пур. Прухха вара хăй те путлĕ вилĕмпе вилмен, ĕçсе вилнĕ. СТИК. Пĕр арăмласкер илсе ятăм та, те путлĕ пулĕ. Женился, но, незнай, путной ли окажется женой.

пушă

пошă (пушы̆), (пожы̆), пустой, порожний. ФТТ. Шу патне кайнă чух çын патне пушă витрепе кĕрсен, кил хуçи малалла каяймасть. Ск. и пред. 104. Тытрăм, тытрăм! Ăçта вăл? Тытрăм пушă параппан, чĕлхен кăпăк сăмаххи. Шумш. Пошша хирĕç полсан, телей полмасть, теççĕ. V. S. Пушă япала, вздор. || Праздный, противоп. непраздный. О заступл. Вăл пушă мар (она непраздная, т. е. беременная). Унăн çийĕнче пур. || Свободный. Эльбарус. Хĕл польтин хĕлле те эпир, пошă кон полсан, Пишонпа вылляма пуçлаттăмăр. Трхбл. Арманă пуши? Обдирка свободна? Юрк. Пушă вăхăт пулсан, çыру яма тăрăш. Ачач. Уй, сыпмалли çук чух, чĕлĕмне пушă тăрăтмасть Тимуш ашшĕ. НТЧ. Пушă мар халĕ. Теперь (мне) недосуг. N. Эсĕ пушă-и-ха? У тебя сейчас есть свободное время? || Слабый (напр. о кольце, неплотно сидящем на пальце и пр.). N. Ку калуш мана пушă (велики, свободны). ЧП. Кĕмĕл çĕрĕ, мерчен куç, пушă пулчĕ вăта пӳрнене. || Вхолостую (о стрельбе). Ст. Шаймурз. Ку ача пăшала пушă кăна персе ярат та, шуйтан ачисем каяççĕ çав пушă пăшал хыççăн. || Впустую, без результата, понапрасну. Альш. Манăн чĕнӳ çак пултăр, йыхрава пушă ан тăвăр. Чăв. й. пур. 6°. Ваçка старастана хăй ăсăпе: Çипирех ярăпăр, тенĕ, çапла вара вăл шухăшланни пушă пулнă. Ib. 5°. Вара вăл шухăшланни пушах юлчĕ (не исполнились его намерения). Чуратч. Ц. Унта ларсан-ларсан, эпĕ пĕр уланкă тытрăм. Ыттисем пушах, ним те тытайман. ЧП. Пушă лар, сидеть без дела. || Альш. † Ах, тетеçĕм, тетеçĕм, аллăнта аллă сум укçу пур, сума та çĕр сум укçу пур, пукане пек йăмăкна пушша ан хăвар, илсе кай.

пушă

(пужы̆), кнут. ТММ. Пушă, пуш, кнут. — Различаются: вăрăм пушă, кĕске пушă. Части кнута: аври, кнутовище; пăлтăрка, ремешок на кнутовище; чĕн, ремень; йăлă, петля кнута; тĕп, кут, основа кнута, его толстый конец; тӳлем, узел у тонкого конца (их бывает много); вĕç, конец; хĕлĕх, волос. Термины витья кнута: кантралатса яв, пĕтĕрсе яв; сулахай яв, вить от левой руки к правой; сылтăм яв, вить от правой руки к левой; виççĕлле яв, вить в три веревки и т. д.; чăмăрла яв, вить кругляшом; лаптак яв, вить плоским; кустар, привить дополнительную веревочку к имеющимся, обычно при ремонте; хĕлĕх яр, привязать к концу кнута волос. Ст. Чек. Çапла пĕлмен пушă хăна çавăрăнса тивет, теççĕ. Кан. Унтри мучи те пушшине хулпуççи урлă тăсса, туйи вĕçĕпе çăпатине шаккаса иртрĕ. ТММ. Ырă ута пĕр пушă, ырă çынна пĕр сăмах. Орау. Пăрса явнă пушă (свитый из крученых веревок, кантăра) лашана пĕтĕмпе хăпарта-хăпарта кăларать. Ала 59. Вуник юплĕ чĕн пушă. СПВВ. БМ. Пушă, пышă, кнут. N. Евчĕ малтан хĕр ашшĕ-амăшĕпе калаçат, ыйтат панине, паманнине. Пама шухăшлаççĕ пулсан, ача ашшĕсем евчĕ патне юлаççĕ, евчĕ, пушă илсе, хăтана каят. Хĕрне ашшĕсем панче пӳртре тĕл пулсан, ăна пушăпа çапса калат: çак пушăран çак хĕр ан уйăрăлтăр, тет (а кнут принадлежит жениху). Туй. Пĕтĕмпех килĕшсен, евчĕ хĕр ашшĕсем патне пушă пăрахса хăварать; пушă пăрахни килĕштернине, сăмах улăштрма кирлĕ маррине пĕлтерет. Ib. Хĕрпе качча кам-та-пулсан сивĕтсен-тусан, пушине евчĕ патне киле леçсе пăрахаççĕ. Ăна: пушă тавăрнă, теççĕ (унтан вара ĕç пăсăлать). Регули 1408. Ку пушă вирлĕ çыпăçмалла. || Нагайка. Сред. Юм. Пушă — лашана йоланатпа çӳренĕ чôхне çапмалли кĕске чĕн чăпăрка.

пушăт

пошăт (пужы̆т), (пожы̆т), лыко. Кан. Унтан пушăт çĕççине илсе, кĕмĕле хырма пуçларĕ. Кора-к. Пичи, пичи, пушăт çурса çăпата ту. Слакбаш. Курăк пушăт, свежее, не лежавшее лыко.

пӳ

рост. Тайба Т. † Хĕрсем пĕве кайнă чух та, сивĕ куçпа ан пăхăр. Собр. Ӳксе пĕве кайимарăм, питĕмрен хура каймарĕ. (Сак ырати). МПП. Пӳ — çĕр пĕвĕ, рост. || Возраст. Цив. † Эпĕ çак ялтан тухас çук, пӳ çитмесĕр ан илĕр (раньше, чем приду в возраст). Сала 302°. Пӳ епле, ĕмĕр çапла килет, тет. (Послов.). || Туловище, корпус, стан. Зап. ВНО. † Павăл мана илмерĕ; пĕвĕм-çийĕм пурччĕ ман, Атăл хĕрĕнчи хумăш пек. Алешк.-Сапл. † Ман пӳ юлать çĕр айне. Шибач. Пӳ çĕклеми ĕссĕр полтăм. N. Шемшер урам — вăрăм урам, ман çамрăк пӳ шăнăçмаçт. Шишкин † Виçĕ кĕренке поканне кача порнепе çĕклерĕм; ял çинчи йăвăр ятне пĕчик пӳпе çĕклерĕм. Актай. † Пӳ курăнми хăйăр ăшне (с головою). Ib. † Илсе каяççĕ чуна, каçараймарăм пӳме. Лашм. † Куç кĕски мар — куçран пăхтарма, шур чĕнтĕр мар — пӳме виçтерме. Янтик. † Аркă çичĕ ан пĕрсессĕн, пӳне йывăр килмĕ-ши? Альш. Илтĕм симĕс кăтат, çĕлетрĕм сăкман, çаннисем те вăрăм, пӳ кĕске. Пазух. Пӳсрен те çипиркке çĕлетрĕм, çаннисем вăрăм та, пӳ кĕске. Сала 312º. † Кĕпе пӳ те памасан, кĕпе хăйи те юрать пире. || Стебель, ствол; высота, равная длине ствола дерева. Ст. Чек. Хĕвел йывăç пĕвĕ (на высоте длины дерева) анчах юлчĕ. Кĕвĕсем. Шурта шăпчăк авăтать, хăмăш пĕвĕ (стебель) янăрать. Вăрманта кукку авăтать, вĕрене пĕвĕ (ствол) янăрать. СПВВ. Х. Хĕвел йывăç пӳ пурччĕ. || Длина, расстояние. Янш.-Норв. Пирĕн ялтан кăнтăрла енче, пĕр ана пĕвĕнчен (на расстоянии длины загона) тĕне кĕмен чăвашсенĕн масарĕ пур. N. Осем пирĕнтен пĕр ана пӳ ытларах çех тăраççĕ (стоят лишь на расстоянии длины одного загона).

пӳл

(пӳл'), загородить. Янтик. Тăвайккинче юр ишĕлсе анчĕ те, çула пӳлсе хучĕ (пӳлчĕ). Юрк. Маччи хăмисемпе, урай хăмисемпе пӳрчĕ вырăнне (усадебн. место), урам хĕррине, пӳлсе хурат. || Перебивать, оборвать. Шибач. Каласси, тет, каласа кăтартăп, тет, кам та кам, тет, мана пӳлет, тет, çирĕм пилĕк, тет, котран çапас, тет. Б. 13. Ваттисем калаçнă чух вăсен сăмахне ан пӳл. Ачач 102. Чăнах çамрăксене апла пӳле-пӳле лартмашкăн пысăккисене мĕнле ăрасна права пултăр-ха? Орау. Çынна пӳлсе, трук каласа татать вăл. Çĕнтерчĕ 16. Илякка вĕсене пӳлет. Ск. и пред. 40. Акă пĕр ушкăнта пĕри калаçат, ыттисем пурте шăпах итлеççĕ, сăмах хушса пĕри те пӳлмеççĕ. || Отрезать (путь), окружить. Ашшĕ-амăшне. Сăмьюн, унăн çулне пӳлсе илсе, каллех ӳкĕтле пуçланă. N. Вăл хам умри çула пӳлсе хучĕ. Якейк., Чертаг. Эпĕр лешсене пӳлсе илтĕмĕр. Мы отрезали им дорогу. N. Эпир упа тытакансенчен: упана халĕ пӳлсе илме пулать-и? тесе ыйтрăмăр. Сёт-к. Токмака аран пӳлсе илнĕ (загородили дорогу волку). || В перен. см. Кан. Хамăр тĕттĕмлĕхех пурнăç çулне пӳлсе пырать.

пӳлмек

(пӳл'мэк'), комната. Шибач. Панклеи. Кĕрсенех ку шалти пӳлмеке оттĕр (-утрĕ). Ib. Хăпарсанах пĕр пӳлмек, пӳлмекĕпех, çăраççи тĕл полчă. Орбаш. Вăл унта хăй пӳлмекне кĕртсе лартнă та, никама та кӳртмен. || Чулан. || Назв. съестных припасов, сложенных в сумку. Имен. Пӳлмек — такмак хутаçне янă çимĕçсем: хăпарту, чăкăт, хур какай тукмакĕ. N. Пӳлмек чӳклес. (Хĕре каччă патне илсе пырсан, каçпа такмак ăшĕнчен чăхăт, тата каптăрмасене кăларса, турра кĕлтуса çиеççĕ).

пӳлемĕк чӳклени

назв. свадебн. обряда. N. Пӳлемĕк чӳклес (обряд на свадьбе по случаю получения приданого). Альш. Çĕнĕ çын витрене лартат та, хĕрсеммипе салма çакаççĕ, хунямăшĕ пымас унта. Салма тунă çĕре çынсем пуçтарăнса çитеççĕ. Салма тусан, сĕтел çине хăех антарса лартат салмана. Унтан вара ратнисемпе кашнинпе виçшер кашăк пĕрле сыпат: пĕринпе виçĕ кашăк, тепринпе виçĕ кашăк. Салмине лапчăтса, кукли пек хăвăл шăтăк тăваççĕ: ăна çĕнĕ çын салми теççĕ; çакна: алă тытса пыр çинĕ (так!), теççĕ. Хăй вăл сыпнă чух тăрать. Çĕнĕ çынни шута та каймас. Лешсем ратнисемпе пĕр-пĕрин патне çӳресе сăра ĕçеççĕ. Çак салма пĕçернĕ куна пӳлемĕк чӳкленĕ кун теççĕ. Хĕрĕ енчи каччисем шăрттанне, чăкăт, хур ашĕмĕнĕ илсе килеççĕ. Кунтан хĕрĕн тетĕш-йинкĕшсем çаплах илсе каяççĕ. Вăл такмакпа çăкăр пухаканнисене уртмахçă теççĕ. Çав кучченеçсене ку енче те, леш енче те, çак кун чӳклесе çиеççĕ, пӳлемĕк чӳкĕ теççĕ çавна.

Пӳлник

назв. улицы? N. † Çавра ялçăм, Çĕн-ялçăм, пӳлсе илсе юлăрсам; Пӳлник, Пӳлник кассăмçăм, пӳлсе илсе юлăрсам. (Хĕр йĕри).

пӳрт

(пӳрт, пӳрт, Пшкрт: пӧрт), изба, дом. Вута-б. Пӳрт, изба. Части избы: тӳпе, крыша; урай, пол; мачча, потолок; мачча кашти, матка или матица; ыра, паз у матки и венцов, (также и столбов); урата кашти, перевод или переводина и пр.; хăма, доска; кĕтес, угол; сак, лавка; кăмака ырати (= урати), опечек; кăмака сакки, приступок; чăлан, чулан; сентре, полка; пулат, полати; пулат кашти, полатный брус; кăмака, печка; мăйра (= мăрье), труба; кăмака чĕрçи, шесток; питлĕх, заслонка; кăмака çăварĕ, чело нечки; карниц, заплечек; турă кĕтесси, красный угол; чашăк хумалли, посудница, куда у крестьян кладут блюда, ложки, вилки, ножи и пр.; тенкел, скамейка; карниц, карниз избы; чӳрече окно; чӳрече янаххи, косяки; чӳрече янах тăрри, верхняя подушка или наокошник; потушка, нижняя подушка, подоконник; кантăк рамĕ, рама окна; кантăк хашакисем, оконные поперечины, наличник; хачмак — личинка; чӳрече хуппи, закрой; сула, иглица; петле, петли; кантăк куçĕ, стекло окна; петле çекли, крюк. ЧП. Çĕр çĕклейми пӳрт ларттартăм. Орау. Пӳртри япаласене унталла та кунталла утса салатса пĕтерчĕ (разбросал вещи по комнате). Ib. Ĕне выртнă çĕре пӳрт лартсан, пӳрт ăшă пулать, тит. Хур ларнă çĕре лартсан, сивĕ пулать, тит. Ib. Пирĕн пӳрт туса пĕтермен-ха. У нас изба еще не отделана. Ib. Пӳрт хăпартма (чтобы поставить сруб избы) мăк кирлĕ. Изамб. Т. Унтан пӳрт ăш-чиккине тасататăп. Ст. Чек. Пӳрте кĕнĕ чухне алăкпа урана хĕстерсен, хăна килет, тет. Ib. Пӳрт тăрринче çур çăкăр. (Уйăх). ЧС. Унтан вара пăртак лартăмăр ĕнтĕ, атте çĕнĕ пӳртрен кив пӳрте чупса пычĕ те, темĕнскер кăшкăрса каларĕ. Курм. Пĕр пӳрте пăсăн та, йосимăн. Регули 612. Пӳрт пирĕн аттин (ат'т'ин) виççĕ пор. Ib. 18. Пӳрт питĕрмесĕр ма кайрăн. Ib. 42. Онăн онта порăнмалли пӳрт çок. Ib. 43. Он пӳрчĕ пор та, порăнмалли мар. Ib. 1341. Эпĕр çӳресе пӳртрен пӳрте (или: пӳртех). Ib. 1526. Ĕлĕк он пӳрчĕ те çокчĕ, халь вăл лайăх порнать. Собр. Пӳрт вăти çĕрĕнче юпа ларат: çуркунне лартаççĕ, кĕркунне касаççĕ. Пир юпи). Сред. Юм. Пӳрт пуçĕнчи хăмла çырли, пиçнĕ-пиçмен суйларĕç. ЧС. Лаша кӳлсен эпĕ лашана пӳрт умне илсе пытăм (подъехал к избе). СТИК. Пӳрт маси кайнă, потерял образ; говорят, когда в избе нет никакого порядка, сорно, грязно). Юрк. Атьăр халĕ, килĕрех, килĕрех; пит лайăх хăнамăр килет иккен, атьăр пӳртелле, тесе йăтса кĕме хатĕр пулса чĕннĕ пек чĕнет. ФТТ. Тĕлĕкре çĕнĕ пӳрт лартсан, пӳрт лартаканĕн хăшĕ те пулсан вилет. N. Пӳрте камсем тапак тĕтĕмĕ тултарнă. N. Хора пӳртри пак, чĕлĕм тĕтĕмĕ кăн-кăвак тăрать (надымили табачищем). Сред. Юм. Пӳрте шыв толтарни (фокус). Фокăс кораканни: пӳрте шыв толтараймастăр, тесе таллашсан, она тола кăлараççĕ те, алăк хăлăпне вăтпа питĕ пĕçерекен тăваççĕ те: но, кĕрсе пăх ĕнтĕ шыв толнине, теççĕ; лешĕ кĕнĕ чох алăк хăлăпне тытать те, аллине хăпалантарса ярать, çав вара фокăс полать. Хурамал. Тĕлĕкре пӳрт лартсан, çын вилет, теççĕ. Эпир çур. çĕршыв. 11. Вĕсем пӳртĕн йĕри-таврах. N. Унăн пӳртĕ (не «чĕ») çинчен витнĕ улăмне сĕтĕрсе антарнă. У него стащили с избы (с крыши избы) солому. Шăна чир. сарать 7. Чир саракан микробсем чирлĕ çын выртнă пӳлĕмре те пулаççĕ: урайĕнче, пӳрт пĕренисем çинче, шăтăк-çурăксенче, сĕтел-пукан таврашĕнче. || Входит в состав назв. селений. Золотн. 264. Виçĕ-Пӳрт-Шашкар, Çичĕ-Пӳрт. N. Виçпӳрт-Шăмарш, Ĕмпӳрт-Туçа и т. д.

пӳртлескер

нечто похожее на избу. Юрк. Кĕркуннене пĕр мунча пек пӳртлескер илсе, ампар айне кӳртсе лартат. Ивановка. Кĕркуннеччен аран пĕр пӳртлескер туса кĕтĕмĕр.

пӳрт тӳпи

(-би), подволока. Абыз., Пшкрт. Сред. Юм. Пӳрт тӳпинче çӳрет. Ходит на подволоке. || Крыша. Кан. Лашман укçине пӳрт тӳпин хăмине илсе кĕрсе, мĕн пурĕ 70 тенкĕ те 30 пус илсе кайнă. В. Олг. Пӳрт тӳпи, крыша.

пăяв

(пы̆jав), короткая толстая веревка. Менча Ч. Пурне те пĕрмай майлаштарсассăн, кĕл тăваканни такине пĕр-пĕр пăявпа е пушăтпа мăйĕнчен кăкарса сĕтел умне илсе пырать. Батыр. Вара мăнтăрри пăявран тытать те, хăй тавра виçĕ хут çавăрать. К.-Кушки. Çунан турта пăявĕсем çĕрнĕ. У саней завертки сгнили. || Назв. болезни горла. Орау. Пăяв, болезнь горла. Ib. Пăяв пулсан, анне мана ирхине тула тухсан: кĕлете çăтатăп, хурамана çăтатăп, лашана çăтатăп, тесе, кашни каламассерен сурчăка çăтма хушатчĕ (не свинка, дерет в горле и отдается в ушах).

пăянтсă

пьяница (русск.). Юрк. Эсĕ кунта сурăхăсене сутса, эрех илсе куштансене, ăçти çук çынсене, пăянтсăсене ĕçтерсе çӳретĕн.

пăлчав

(пы̆л'џ̌ав), окончательный уговор о сроке, о дне, свадьбы. [Радлов. Словарь: болџау, болџал — срок]. См. кăмăлча. Начерт. 137. Изамб. Т. Пăлчав илме кайсан туя миçе урапа пырасси çинчен, миçе юналăк килесси çинчен, мĕнле кун туй пуçланасси çинчен калаçаççĕ. Ib. Туйччен пĕр эрне малтан хăтăш, тăхлачĕш, тата пĕр ямшăк ачи хĕрĕн ашшĕ-амăшĕ патне пăлчав илме каяççĕ. Б. Яныши. Пăлчава карĕç. Поехали уговариваться относительно времени свадьбы к родителям невесты. Туй. Туй пулас умĕн каччă ашшĕ тепĕр хут кайса килет, пĕр-пĕр çывăх çынна илсе каять. Ăна «пăлчав» илме кайни теççĕ. N. Пăлчав илме килни: туй тăвас умĕн пĕр виç-тăват кун малтан çĕнĕ кĕрĕвĕн ашшĕпе-амăшĕ, тата пĕр 12—13 çулти арçын ача çураçнă хĕрĕн ашшĕсем патне пыраççĕ. Унта вăсем кучченеçсем исе пыраççĕ: эрек (мĕн чухлĕ килет илме: витре, е çур витре), пыл, хăпартусем. Вĕсене çураçнă хĕр парне парса ярат: хуняшшĕ пулассине пир, хунямăш пулассине сурпан, ачине манка туттарĕ. Çав парнесене илме килнине пăлчав илме килнĕ теççĕ.

пăлчал

(пы̆лџ̌ал), то же, что пăлчав. СПВВ., Трхбл. Н. Седяк. Хăта пăлчал илсе таврăнать килне. Ib. «Каччă ашшĕ патне килет канаша (на совет). Çак канаша пăлчал теççĕ. Пăлчал = срок». Н. Карм. Пăлчалта пĕр витре эрех исе килет, пĕр пичке сăра, тавар кӳрет, йилен, хăмаç çип кӳрет, хăмаç виç аршăн. Стюх. Пăлчал — нечто в роде свадебного обычая, обряда: отец жениха за неделю до свадьбы отправляется в дом невесты для уговора о времени свадьбы.

пăлчала

(пы̆л'џ̌ала), то же, что пăлчал. Карсун. Пăлчалапа каяс. Юрк. Ирхĕне вара, туй пуçланнă кунĕ, каччийĕн ашшĕ пĕр ачипе кучченеçе пĕр хăпарту та пилĕк-ултă йăвача илсе, «пăлчала илме» тесе, хăйсенĕн ывăлне валли çураçнă хĕр ашшĕ (çĕнĕ хăтăш) патне каят. Унта вĕсемпе хăçан туй пулмаллине, кам-кам, миçенĕн туя пымаллине ыйтса пĕлсен, çав илсе панă кучченеçĕсене вара вĕсене валеçсе пама хушат.

пăнчăлă

, пăнчăллă, с крапинками, с точками. К.-Кушки. Аппа пасартан пăнчăлă çитсă илсе килнĕ (купила ситцу с крапинками). N. Панчăлă йĕр, линия из точек.

пăрах

(пы̆рах), бросить, оставить. Коракыш. Эпĕ епле хам упăшкана пăрахах сана качча пырăп. N. Пăрахса кай ман патăмран. Оставь меня. N. Аçу-аннӳ çуртĕнчен пăрахса кайса. Янш.-Норв. Унта пырсан вĕсенĕн пĕр ачи пĕр çăмартине хăй пуç урлă виçĕ хут çавăрать-те, çав çырмана пăрахать. (Сĕрен). Микушк. Ăçта каян, кума, каласа кай? — Шыва кĕмĕл çĕрĕ пăрахмашкăн. (Это, вероятно, старинный языческий свадебный обряд. На другой день свадьбы молодая в сопровождении сестры мужа идет на речку за водой и там бросает в воду кольцо или монету божеству воды «вутăш»). В. С. Разум. КЧП. Вăйĕ пĕте пуçласан, вăл пăрахса тарнă. Ачач 188. Тимуш хăрама пăрахнă. Орау. Пăраха пачĕ, бросил (неожиданно). Букв. 1904. Ахăр хĕрт-çурт пулĕ ку, тесе, Иван шартах сикет те, хайхине пăрахах тара пуçлать. Изамб. Т. Ку сурăхне пăрах та тар. || Свалить. Якейк. Алăк хошшинех пăра пăрахса хăварнă (свалили лед). || Навалить. Çутт. 153. Хыр тымарĕсене лакăма тултаратăп та, чĕртсе яратăп, çиелтен тăпра е çерем пăрахатăп. || Положить. N. Вутă пăрахам-ха. Положу-ка дров (в печку). N. Вута пăрахса çунтар. || Класть. Якейк. Эп чĕмелсене (= çĕмелсене) прахса турăм; чĕмелсене лап прахса турăм (чĕмел пуçланă чох тват кĕлтея хреслĕрен хреслĕ хораççĕ, онтан вара çавăрса каяççĕ). || Подкинуть. Бюртли. Санăн ăна укçа пăрахмалла, теччĕ. || Стлать (напр., для беленья). N. Шуратма пăрахнă пирсем. || Прикинуться. Кильд. Аптранă енне вара ӳсĕре пăрахăрĕ, тет. || Сажать. Хорачка. Кăмакая пашалу пăрах. В. Олг. Хăяр прах (садить). N. Чăн первей паранкă пăрахаççĕ. Ачач 37. Амăшĕ ывăлне кашни ирех, çунакан кăмакана паранкă пăрахса илсе тăварланă купăстапа тăрантарать. Кан. Кам çуркунне хăмла пăрахас, чĕртес, тет, унăн кĕркунне çĕре çемçетме тăрăшмалла. IЬ. Кăçалах çур теçеттин волынь хăмли семшевăй сурт пăрахнă. Пахча çим. 3. Нумайăшĕ (картофель) суха хыççăн пăрахса пыраççĕ. || Скидывать, снимать. Юрк. Вуникĕ сурăх усрăттăм, улăм пама каймăттăм, çирен тăлăп пăрахмăттăм. N. Пĕр уйăх ĕнтĕ ураран атă пăрахман. N. Пăрах, снимать (сапог) с другого. || Сбавить (цецу), сбросить. Б. Олг. Хакне пăрахсам пĕр ластăк, ытла хытă тытса тăратăн, сотас теместĕн-и? Пасара антарса тăк, киле каллях исе каятни? || Линять, ронять перья, шерсть и пр. N. Тĕк пăрах, пуç пăрах (урпа). || Делать выкидыш. Орау. Сурăх путек пăрахнă. Изамб. Т. Лаша тиха пăрахнă, ĕне пăру пăрахнă, сурăх путек пăрахнă (выкидыш). || Испражняться. Орау. Ах, ку ача-пча! Çинă-çиманах кайса та пăрахат (испражняется)! || Перестать, бросить. Орау. Ху вулама пăрахсан, кĕнекĕне мана пар. Когда перестанешь читать, передай книгу мне. N. Çăвла хут вĕренме пăрахсан, аттесене хресьян ĕçсенче пулăшрăм. Хыр-к. Хут вĕренме пăрахсан, çулла, ачасемпе пулă тытма, рак тытма çӳреттĕмĕр. N. Çиессе пăрах, перестать есть. Панклеи. Порнаççĕ, порнаççĕ ватăрах çынсам, эсрелĕ килме пăрахнине (что перестал ходить) сисе пуçларĕç. || Прекратить, бросить. N. Мĕнле паян кооператив сутма час пăрахнă. Ку вăхăтра хупакан марччĕ-çке? тесе килнелле çаврăнса каяççĕ вара. || Перестать что-нибудь делать. КС. Хăяр пăрах, последний раз собрать огурцы. || Раздумать; отменить, отказать. ЧС. Аннесем вара: вилет пулĕ, юмăçа кайса укçа та пĕтерес мар, терĕç те, юмăçа кайма пăрахĕрĕç. N. Эп сăра тăвасса пăрахрăм. Я раздумал варить пиво. N. Вăл хăй (она) кайма пăрахрĕ. Ивановка. Çакăнтан кайран эпĕ чула алла тытма та пăрахрăм. Тим. † Ах, хăтаçăм, Микулай, пăрахма-пăрахма тытăнатчĕ, пăрахасран чунăм çук, пăрахсассăн чунăм çук. || Уступить (в цене). Н. Карм. Ну, апла пулсан, вун тенкине пăрахап, тет. N. Пăрах (пăрахса пар) тепĕр пилĕк пусна! — Юрамаçт, пăрахмасп. || Отказаться. N. Çăкăра пăрахăп, уна пăрахмăп. || В качестве вспомог. глаг. Яргуньк. Акă сана хуçа сенкĕпе чиксе пăрахма килет. N. Мана луш (зря) çинченех кăшкăрчĕ-пăрахрĕ. N. Курак çăварне карчĕ-пăрахрĕ те, татăк ашĕ тухрĕ-ӳкрĕ. N. Лаша пĕççине чарчĕ-пăрахрĕ (беспомощно). Сорм-Вар. Упа Ахматяка çыхса пăрахрĕ. N. Вăл вара мĕн туса пăрахмĕ манпа? (т. е. нагадит мне). М. Сунчел. Пӳрт алăкне уçса прахнăччĕ те, пӳрт умне çап-çутă çутатса пăрахнăччĕ. Панклеи. † Каяс марах тесеччĕ, илчĕç-пăрахрĕç, мĕн тăвас. (Салтак юрри). Альш. Улпучĕ пăруласа пăрахасран хăранă, тет. Барин боялся, как бы не отелиться. Юрк. Тӳрлетес вырăнне (вместо того, чтобы вылечить) тата хытă пăсса пăрахаççĕ (испортили). IЬ. Çуртăрисем ĕлкĕрсен, çав укçапах çуртăрисене те выртарса пăрахат. IЬ. Тытăнсан, ĕçе часах туса пăрахнă. Ст. Яха-к. Атьăр часрах кунта чӳклесе пăрахар та, вара пирĕн пата кайăпăр, теççĕ. Изванк. Пулла тухсан та, ăна пĕре çех (только) кăшкăрса пăрахаççĕ (крикнут на него). Кан. Тепĕр хут чĕтретсе пăрахрĕ. Капк. Эпĕ Улия юратса пăрахрăм. Пуç çавăрса пар-ха. N. Çан чохне ĕçсе пăрахрăм-çке (напился)! Т. II. Загадки. Шăлсан, шăлса ямалла мар; çĕклесен, çĕклесе пăрахмалла мар; вăхăт çитсен, хăех каять. (Мĕлке). ЧС. Эпир вăл анана, ир кайнă-ĕскерсем, кăнтăрлаччен сухаласа та пăрахрăмăр. N. Вĕсем малтан нумай çĕрлĕ çынсенчен темĕн чухлĕ çĕр илсе пăрахаççĕ, унтан вăл çĕре, банк урлă, сахал çĕрлĕ хресченсене пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн сутса пит нумай ытлашши укçа пуçтараççĕ.

пăрăнкай

(пы̆ры̆ҥгаj), то же, что пĕрмай, все время; постоянно (из тат. бэ̆р уҥгаj). ЧС. Çав ăстарике ача ячĕ хумма пăрăнкай (постоянно) илсе каяççĕ. Юрк. Хуçи ку пăрăнкай (постоянно) çапла атă илтĕм тесе кăтартнине сиссе: эсĕ епле ялан атă илетĕн, тесе кăтартатăн? тесе ыйтса пĕлет. . Пăрăнкай (постоянно) çапла ĕçе-ĕçе ку, ĕçкĕ çынни, хăйĕн пур килне-çуртне, выльăхне-чĕрлĕхне сутса, укçисене ĕçсе пĕтерсен, пуртан пĕтĕмпе çука юлнă. N. Вăл пăрăнкай ĕçлеме çӳретчĕ, пĕртте ахаль лармастчĕ. || Полегоньку, потихоньку, спокойно. N. Кун хыççăн пăрăнкай (полегоньку, потихоньку) станцăна карăмăр. См. пĕрĕнкай.

пăрри

то же, что пăри, полба. Кон. Пăрри кĕрпи З тенкĕ те 20 пус. N. Çапла вара, кайран, камăн мĕн чухлĕ кĕрпе, пăрри, тата урăх япала мĕн илсе пымаллине туса хучĕç.

пăртаккăн

(-д-), понемногу, потихоньку. О сохр. здор. Акă пĕр ывăçă çăнăх илсе ăна шывпа хутăштарсан, чуста тăвăр-ха; унта пăртаккăн шыв ярса хытă чăмăртăр. N. Вăл ушкăна чăн малтан 8 чăваш анчах пуçласа ячĕç, кайран вара вăл пăртаккăн-пăртаккăн пысăклана пуçларĕ.

пăс

(пы̆с, пŏс), портить, испортить. N. Пăсасси çăмăл та, тăвасси хĕн, теççĕ. (Послов.). || Производить порчу, вредить колдовством или знахарством. КС. Çын пăснă (порча колдовством, вносящая разлад между мужем и женою). Изванк. Пăсассине вăсем ним япаласăрах, кирек ăçта пулсан та, пăсатчĕç. Хăш чух çын сисесрен, чĕлĕм туртнă чухне пăсаççĕ. Чĕлĕм туртнă чухне çын сисмеçт, ахал сурса тăрсан, çын сисет. Çавăнпа чĕлĕм туртнă чух нумайăшĕ пăсаççĕ. Çав пăсмалли чĕлхесем ак çапла пуçланса каяççĕ: çитмĕл те çичĕ çул уйра хăрса выртнă армутисенчен хăçан чечексем тухчăр та, тин вăл çын этем ывăлĕ-хĕрне ертĕр. Турăран этем ывăле-хĕрĕ чĕлхи вирлĕ, тьфу. Çитмĕл те çич çул çитĕнсе хăрса кайнă шур хурăнтан хăçан та хăçан чечек тухтăр та, вăл çын тин этем ывăлĕ-хĕрне ертĕр. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ чĕлхи вирлĕ, тьфу! Çитмĕл те çич çул пĕлт çинче çитĕннĕ пысăк чăрăш. Çав чăрăш хăçан та хăçан тинĕс тĕпне кайса ӳксе тепĕр хут çĕнĕрен чечек кăлартăр та, тин вăл çын этем ывăлĕ-хĕрне ертĕр. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ чĕлхи вирлĕ, тьфу! || Рушить (кушанье). N. Çырлах турра, тырă пуç паратпăр, çак хуран тулли пăтă пек, пăсман хур пек, килес çула çитмелле пултăр. N. Унтан хăти, туй пуçлăхĕ, хура пăснă çĕре пырать. Сиктер. Тепĕр чашкăпа хур пăсмасăрах чылай халлĕнех (в цельном виде) тула илсе тухса сĕтел çине лартаççĕ. Туй. Çак хура çак туйшăн пăсса вакла. [Пăсас значит испортить, потом разбить цельный предмет. Пăсса вакла — гусь до этого был цел, теперь вот его нужно разбить на части]. || Сломать (строение). N. Çурт пăс. || Разбирать. Хурамал. Сурат пăсса урапа çине тиясан, урапа перекетне пар. Собр. Авăн пăсăпăр, турă, авăн перекетне пар. || Расстраивать. Изамб. Т. Усем те пăсмасан (не расстроят дела), ывăлĕ те кăмăлласан... || Отменить. С.-Устье. Каланă сăмаха пăсас мар, тет. Изамб. Т. Микуç, Ерми, тата ыттисем те, начар çаран тухнă та: пăсас, çĕнĕрен валеçес, теççĕ. || Расстроить скрипку. К.-Кушки. Якейк. Ман ĕнтернĕ скрипка такам пăснă. || Переделать. Юрк. Вырăсла сăмах паллисене пăсса урăхла тунă, тет. Скотолеч. 22. Таканлани тĕрĕс мар пулсан, пăсса таканлаттарас пулать. Орау. Хăй кĕрĕкне пăсса мана кĕрĕк туса парасшăнччĕ. || Раскрыть, распечатать. N. Эсĕ пире хĕрхенмерĕн, çын хыççăн кайса, эсĕ киле ямарăн, хуралта пăсса вуланă хутпа яла култартăн. || Перепахать. Янтик. Ну, кăçал пăсса акмалли нумай. IЬ. Кăçал пăсса акни пит нумай (много перепашек). Якейк. Ана пăсса акрăмăр (когда хлеб не взошел, перепахали и посеяли другой хлеб). || Мешать, стать лишним. Якейк. Паян кĕрĕк тăхăнсан та пăсас çок (не мешает и шубу надеть). || Разорять. Сятра. Тата кайăк юйи (= йăви) пăсап, çăмартисене ĕçеп (гов. лиса). || Распустить дурную славу. ГТТ. Ял илемне ан яр, ял ятне ан пăс. N. Çитменнине манăн ята та пăсасшăн канаш турĕç. || Лишить невинности.

пăтăлă

пăтăллă (-д-)(-д-), с кашей, имеющий кашу. Менча Ч. Хăпарту сăмсине кăвапине касса илсе пăтăлă кашăк çине хураççĕ. (Ака пăтти). || Травянистый. Кĕвĕсем. Пăтăллăрах пулчĕ кӳлĕ: чĕпĕлĕ кăвакал тухаймас.

пăх

(пы̆х), смотреть (тюрк. бак.). СТИК. Эпĕ каялла çаврăнса пăх та, курах кай: хайхисем ман пата пыра параççĕ. Я оглянулся, смотрю, а они идут ко мне. Трхбл. Капан айĕнчен юс пăхать. (Манка тухни). Бур. † Умăр çутă, çийĕр хĕрлĕ, вăтанатăп куçăртан пăхмашкăн. N. Пăхма çывăх та, утма инçе, теççĕ. (Послов.). ТХКА 114. Ак ĕнтĕ, пăх ĕнтĕ. Ăçта çитсе кĕтĕмĕр (куда мы забрались)! N. Пăх-ха, пулă йăмпăлт! туса карĕ (появилась всем телом и быстро исчезла; чăмпăлт! — махнула хвостом). В. С. Разум. КЧП. Пăхарах пар, усиленно смотреть. Любопытно отметить некоторые тонкости в употреблении этого глагола с простым падежом и с послелогом в следуюших примерах: Орау. Хĕвеле хирĕç (на солнце) пăхма çук. Мĕн эс уйăх çине пăхан? Чиркӳ хĕресне пăх, хĕвеле пăх (клятва). Мĕн эс ку алтана пăхса тăран? Что ты смотришь на петуха? Мĕн эс алтан çине пăхса тăран? Мĕн эс алтан çинелле пăхса тăран? (на петуха, если петух в отдалении; спрашивающий может и ошибиться). Ку сăмавар çине ман пăхас та килмест. Мне противно смотреть на этот самовар. Хăй мĕне пăхнине те пелмеçт. Сам не знает, что рассматривает IЬ. Мана ан пăх эс, çи, çи! — Не смотри на меня, т. е. не обращай внимания, ешь. Ман çине ан пăх. Не смотри на меня (в букв. смысле). — Ма тата? Куçăхатнам? IЬ. Çырма хĕрне пырса ларнă та, шыв çине пăхса ларать. IЬ. Çăлла ан пăх, çăлла анса кайăн (в колодец). IЬ. Мĕн пăхан? — Якур пичче иртсе карĕ те, çавна пăхрăм (на него). IЬ. Лаша çине çавăрнса пăхрăм та, лаша пĕтĕмпе кӳтсе чĕтресе тăрать. IЬ. Вăл хурăн çине пăхма та хăраттăм эпĕ. IЬ. Пĕлĕт çинелле пăхрăм (на облако, на небо). IЬ. Куçне пĕр илмесĕр ун хĕрĕ çине пăхса тăрать. IЬ. Тырă çинелле пăхса тăрать (на поля хлебные). IЬ. Тырра пăхса тăрать (караулит хлеб). IЬ. Çак тырра пăхап та-ха, ай-ай турă мĕн. Вот смотрю на этот хлеб (напр., в поле). IЬ. Сăмавар пăхатним? Самовар смотрит (с целью купить). IЬ. Лаша пăхатним? — Лаша пăхатпăр (желая купить). IЬ. Сăмавара пăхатним (караулит когда начинает кипеть). Шинер-п. Пĕре эпĕ карташне тухрăм та, йăва çине пăхса тăратăп. || Проверить наличность. М. Сунчел. Пирвайхи уяв каçĕ, кĕтӳ кĕрсен, выльăхсене хăппăл-хаппăл пăхаççĕ те (посмотрят, все ли на лицо), вĕтти-шаккипе выляма чупаççĕ. || Высматривать, присматривать, выбирать. Якейк. † Çакă ялта хĕр пăхрăм. Собр. Пасартан пасара çӳресе хĕр пăхать (выбирает невесту). Сёт-к. Сакăр сар хĕр пăхакан — инке арăмпа йолакан. Сред. Юм. Хĕр пăхма кайнă. Пошел девицу выбирать. N. Пăхса хонă сар хĕрне илсе яма полмарĕ. КС. Унăн пăхса хунă хĕр пур, высмотренная. || Открывать (сундук), чтобы посмотреть или вынуть вещь. N. Арчана пăхрăм. Я ходил в сундук (т. е. открывал зачем-то сундук). || Быть обращену в ту или другую сторону. Изамб. Т. Урамăн сылтăм енче çуртсем пурте пĕр майлă, урамалла пăхса лараççĕ. || Осматривать. Коракыш. Пĕре утарта пĕр старик вĕлесем пăхса тăрать. О сохр. здор. Пăхса пĕтер, осмотреть (чирлĕ çынна). || Лечить. М. Яуши. Ăна темчул лекĕрсем те пăхнă та, çавах чĕртеймаççĕ. || Любоваться. Орау. Эп сана пит пăхсах тăмăп! Я на тебя любоваться-то не буду, т. е. не посмотрю на тебя (а сделаю, что хочу, или заеду тебе в морду). IЬ. Ăна тата пăхса ларма илним? Ĕçлетĕр! А что, разве ее (сноху) взяли для того, чтобы на нее любоваться? Пусть ее работает. || Следить; следить по книге. Орау. Пĕр ачи вулать, ыттисем пăхса пыраççĕ (следят по книге). || Наблюдать. О сохр. здор. Ун пек чирлĕ çын хыççăн килте яланах пăхса çитермелле мар (не усмотришь). || Надзирать. Юрк. Эпĕ халĕ те пулин надсмотрщик анчах пулса пурăнатăп, Чĕмпĕр уйясĕнчи эрех лавккисене пăхса çӳретĕп. Эрнере мар, уйăхне пĕр тапхăр пăхса çаврăнатăп, пĕр-ик-виç кун çӳресе. || Ухаживать. Изамб. Т. Арçынсем ул вăхăтра кулленкун выльăх пăхаççĕ. N. Выльăх-чĕрĕлĕх пур-и санăн — пăх ăна. N. Хурт илес пулатчĕ санăн, шăллу пăхса паратчĕ (брат стал бы ради тебя за ними ухаживать). Собр. † Хуртне пăхма Михали, пыльне çима Микула. N. Хăвăр пăхса ӳстермен ĕçĕм-çырли пахчисем. || Ухаживать за любимым человеком; ухаживать, угощать. ЧП. Хамăра хисеплесе килнĕ хăнасене чипер пăхса ярса пулмарĕ. N. Ху хăнусене ху пăх. Ала 83. Кунта çĕмĕрлчĕç, тет, туйне темĕн чухлĕ аван пăхса ячĕç, тет. Орау. Хăнасене пăхса ывăнтăм. Ухаживая за гостями, я устал. Пазух. Хурăнташсем хулăн та, хамăр чухăн, епле пăхассинчен те хăратăп. || Хранить. Якейк. Контан кайнă чох эп она пăхса порăнма хам кĕнекесене парса хăвартăм (оставил на хранение). Изамб. Т. Эсĕ те, арăм (Ухха!) çурта чипер пăхса усра, салатса ан пĕтер (говорит умирающий). || Оберегать. Никит. || Караулить. Хочехмат. Вăсен пĕр старик пур, вăл уя каймас, кил пăхать, анкартинче пăхать. || Заботиться. Бес. чув. Шкул пăхмаллипех пăхса тăнă, ачасене вĕрентмеллипех вĕрентсе пурăннă. ЧС. Ку ачана ĕнтĕ эсĕ аван пăхса усраса ĕмĕрне вăрăм ту. (Моленье). Кан. Кил çуртне хăйне «пăхса пурăннă» çынна парса хăварасшăн. || Опекать. Курм. Йăмăкне пăхать. Он состоит опекуном своей младшей сестры. IЬ. Ача пăхакан, опекун. Курм. Акуна аçу пăхать (опекуном твоей сестры состоит). || Управлять. N. Вăл вара пĕр аллă çула яхăн еврей халăхне пăхса тăнă. Б. Олг. Чикме пăхнă çĕр çинче, в Козмодемьянском уезде, на территории Козмодемьянского уезда. || Воспитывать, смотреть за детьми. В. Олг. Иккĕш (оба) çурма (= çывăрма) выртрĕç. Выртрĕç те, попляччĕ: перĕн ачасане кам пăхĕ-ши (кто будет воспитывать наших детей), тет. N. Карчăк ачисене пăхса ӳстере пуçларĕ, тет. Изамб. Т. Епле арăмĕ вĕсене пăхса ӳстерĕ? Юрк. Пăхнипе пăхни уйрăм. Хам пăхатăп нумайĕшне. N. Пăхмаллараххисем те пур вĕсен ачисем... || Пасти. Кан. Ăна выльăх кĕтӳ пăхаканскер тĕл пулнă. || Искать (паразитов). N. Ку ача калать, тет: эс пăх-ха ман пуçа! Патша хĕрĕ пăхать, тет, кун пуçне. || Соображать, сочетать с чем. Якейк. Апат çима эп килессе ан пăх. Ты меня не дожидайся, обедай. || Церемониться. Орау. Тăрсан-тăрсан, пит пăхса тăмĕç, туххăм хăваласа ярĕç. Посмотрят, посмотрят, да и не будут церемониться — выгонят. || Слушаться. Ау 131. Ну, ку ача амăш сăмахне пăхмас, тет, çапах пăшал илет, тет те, амăшне пăрахса ухутана каят, тет. Орау. Эпĕ ăна пăхмастăп та. Я и не обращаю внимания на него. IЬ. Вăл мана çавăрăнса та пăхмаçт. IЬ. Ăйăх килсен, кансĕрленине пăхăп. Если мне захочется спать, то разве я стану обращать внимание на шум («помеху»). Альш. Патша калат: сан сăмахна пăхса, мĕн пур çемье вилсе пĕтет, тет. В. С. Разум. КЧП. Эпĕ çавах вăлсем ятланине пăхмасăрах ăшкула каяттăмччĕ. Капк. Миккер Керукĕ пĕртте ашшĕне пăхман, каттăршнай ачи. || Светить (о солнце). Шибач. Халь хĕвел епле пăхать, хĕлле те çапла ăшă полчĕ. N. Кунĕпе хĕвел пăхрĕ. Вопр. Смоленск. Пĕлĕтлĕ кун хĕвел анас чухне йăлтăртатса пăхсан, пĕр эрне йĕпе пулать. || Иметь склонность (к чему). N. Кăшт ĕçме юратать пулсан, ăна: ĕçке пăхать, ĕç тумасть, теççĕ. || Ворожить, гадать. Магн. М. Изамб. Т. Хăшĕ-хăшĕ кĕнеке тăрăх пăхаççĕ. Иные гадают по оракулу. Альш. Юмăç пăх. IЬ. Килте кăна пăхкалани, домашнее задание или ворожба. N. Ну, килемей! Эпĕ сан патна килтĕм, укçа çине пăхса парччĕ (погадай). Болезни. Хут çине юмăç пăхассине е пăхтарассине ăша та ан тытăр, çынсене те ан пăхтарăр. || Пробовать. Чăв. й. пур. 36°. Пăхса пăхам халĕ, тенĕ те, юмăç пăхăн пек тунă. КС. Юмăçне те пăхса пăхнă (пробовал гадать) вăл, çапах та çухалнă япалине тупайман (или: юмăçне пăхса та пăхнă...). IЬ. Çав хĕре пăхса пăхăр-ха, сирĕн Ваçили валли юрамалла-и? || Пытаться, норовить. Тим. Хăйне те çын тесе хисеплеме пăхать. N. Пульăсем пуçран лекме пăхаççĕ. Пули того и гдяди попадут в голову. || Относиться. ГТТ. Хальхи çамрăк çырăва вĕренет те, вăл-ку çинчен калать те, этемме пурне те пĕр евĕрлĕ пăхма хăтланать те, вăл ватăсен кăмăлне каймасть. || В чувашизмах. Сред. Юм. Эс ним тума аптраса пăха тăран (с повышением голоса на «пăха») çанта! Ты (говорит про себя) стоишь, не зная, что делать. Алик. Икĕ хутлă çурт йăтăнса ларать, пăхма та çук! Высится страсть какой двухэтажный домище! N. Этем пăхма çук, çын вилли çта килнĕ — унта. Везде навалены трупы — видимо-невидимо. Хурамал. Салтак каланă: айта ан чарăнăр, хăвăрăнне пăхăр, тенĕ (делайте свое дело, не переставайте). N. Ку ача ашшĕне пăхнă. (Уродился в отца). N. Ку ача, ашшĕне пăхсан (если будет в отца), куштан пулмала-ха (пожалуй). Сред. Юм. Йăхне пăхсан, пит чейе полмалла. Если судить по его предкам, то и он должен быть очень ловок в делах. Изамб. Т. Амăшне пăхсан, вĕсем те хаяр пулмалла. Судя по матери и они (дочери) должны быть сердитыми. Альш. Пăхмасăр калама вĕреннĕ. Выучил наизусть. СТИК. Э, пăхса та курăнмаст-ха, тахçан çын пулĕç! Когда-то еще они (дети) вырастут. IЬ. Мункуна сăра тăвасчĕ. — Э, пăхса та курăнмаст-ха (до праздника еще долго), ĕлкĕрĕпĕр. N. Суккăр çын ĕмĕрне çын куçĕнчен пăхса пурăнат. Слепец весь свой век живет в зависимости от других. БАБ. Мĕн тума пăхан вĕт (что поделаешь, ничего не поделаешь): кĕрессе пăтпа кĕрет те, тухасса салатникпе тухат, теççĕ. Альш. Эпĕ хам чассие Хусантипе пăхса лартрăм. Я поставил свои часы по казанским. Скотолеч. 14. Пăхма лаша сывă пек. На вид лошадь кажется здоровой. Питушк. Лайăх, пăхмалли те çук! Очень хорошо. Бес. чув. 2-3. Эсĕ мĕн пăхан, Хайрулла? Акă аçуна каласа кăтартам-ха! терĕ Микулай. Что ты подсматриваешь, Хайрулла? Вот расскажу я отцу и попадет тебе. Орбаш. Тимĕрç пуçне шăратрĕ те, пулчĕ лаша, пăхма та аплах мар. N. Епле апла хăй тавра? Ху йĕрӳ тавра епле çаврăнма пăхатăн? Как ты можешь обернуться вокруг самого себя? || Употребляется в качестве вспомог. глагола. ЧС. Кĕрĕк тăхăнса кăмака çине те хăпарса выртса пăхатăп, çапах та ăшăнаймастăп. КС. Туртса пăх-ха, эп сана! Попробуй-ка покурить, тогда я тебе задам. N. Тĕрлĕ çын тĕрлĕ шухăшласа пăхать пулĕ. Юрк. Лар ĕнтĕ! пĕрер чашкă ĕçсе пăх! Присаживайся, выпей чашечку (чаю). IЬ. Хуранпа тиркине кăшт аллипе тытса пăхат (дотрагивается). IЬ. Унта-кунта пăхкалат, пĕр япалине ниçтан тупаймас; хăйпе пĕрле юнашар ларса пыраканнине: эсĕ курмарăн-а? тесе ыйтса пăхат (спрашивает). IЬ. Хăш-хăш тĕлтисем вырăнĕ-вырăнĕпе пĕр-пĕринчен пăртакçă урăхларах та тукаласа пăхаççĕ (справляют свадьбу несколько иначе). IЬ. Ваçук, пĕреххут тĕтĕрсе пăхăн-а? тет арăмĕ упăшкине. Трхбл. Эпĕ çĕвĕç патне пиншак тăхăнса пăхма кайрăм. Я ходил к портному примерять пиджак. ППТ. Луччĕ акă тата çапла тăвса пăхар-ха... Лучше попробуем сделать вот так. Орау. Тарçа, тытиччен, малтан апат çитарса пăхма хушнă (чтобы испытать его ретивость в работе). Бес. чув. 2. Мĕн эсир çав тĕрлĕ хĕнетĕр лашана, вара çав тĕрлĕ хĕнеме юрать-и? Кӳрĕр-ха, хăвăра çапла ватса пăхам (ну-ка, я вас самих попробую также поколотить)! В. С. Разум. КЧП. Вĕсем пĕрре те спектаккăль ларт а хăюланса пăхманскерсем,

пăхăсăн

(-зы̆н), смотришь, а оказывается, а на самом деле, а в действительности. Юрк. Кайран янă çырăвăнта: Мускава çитсенех çыру ярăп, тесеттĕн, пăхăсăн, халĕ те пулин яраймасăр тăратăн. IЬ. Пăхăсăн, хай чуматанне ниçта та курмаççĕ. IЬ. Ку мĕскĕн нимĕн калама та ĕлкĕреймест, пăхăсăн, вăсем хушшинче пĕри хăйсенĕн кумĕ те пулнă. IЬ. Пăхăсăн, ку лаши те, леш лаши пекех, начар та вăйсăр пулнă. Бгтр. Çакăнса тăнă чух вĕренĕ татăлнă, тет те, улпут çĕре татăлса ӳкнĕ, тет. Пăхăсăн (смотришь), улпут хăйĕн çуртĕнчех, тет. N. Эпĕ çапла кĕнекесем валли çырса хăтланнине пĕле-тăра, юлташсем, тус-йышсем, пĕлекен çынсем, çав çырнă хутсене вуласа пăхма тесе илсе, пăхăсăн, халичченех пĕрне те мана калле тавăрмарĕç. N. Пăхăсăн, сутаканни мана çав хаçете çĕнĕ хаçет тесе улталаса сутса хăварчĕ.

пăш

подр. утиханию, притиханию. Орау. Амăшĕ килсе кĕрсенех, ачисем пăшах пулаççĕ (притихают). || Подр. ожогу (детск. выраж.). Шорк. Пăш пулать (по-детски, по отношению к огню и к горячей воде). || Подр. пыхтению. || Подр. вспышке пороха. Сунчел. Пăртак тар илсе тивертсе ярсан, пăш! тунă сасă илтĕнет.

пăшăлткă пул

притихнуть, успокоиться. N. Хуçи эрехне илсе кайнăшăн кăт пăшăлткă пулсан, вара ăна юмăçи каланă: санăн пĕтĕмпех пăтранса карĕ, тенĕ. Çавăнпа çыннисем юмăçсене чĕнме хăранă.

пĕвĕр

то же, что пӳр. Кан. Пăсăк куçли те хăйĕн куççулне, пĕвĕрне çавăнпа шăлса илсе алшăлли çумне хăварать.

пĕле-тăра

зная, помня. Календ. 1908. Çавна пĕле-тăра пирĕн пӳртри шăнасене пĕтерес пулать. КС. Пĕле-тăрах (пĕле-тăркачах) улталантăм. Юрк. Çавна пĕле-тăра, тархашшăн мана кăлăхах асаплантарса хăна ху ан çилентерттер. N. Эпĕ çапла кĕнекесем валли çырса хăтланнине, пĕле-тăра, юлташăмсем, тус-йышăмсем, пĕлекен çынсем, çав çырнă хутсене вуласа пăхма тесе илсе, пăхăсăн, халичченех пĕрне те мана калле тавăрмарĕç.

пĕлĕт

(пэ̆лэ̆т, пӧ̌л'ӧ̌т'), небо. Г. А. Отрыв. † Кунĕсем пĕр уяр, кунĕ уяр, уяр пĕлĕт хушшинчен çил вĕрет. N. Хăш чухне пĕлĕте çумăр пĕлĕчĕсем хупласа илеççĕ. Сунт. Пĕлĕтелле пăхса тĕлĕрнĕ. Ст. Чек. Пĕлĕт ĕлĕк çĕртен инçе мар пулнă, пĕри авал аслăк çине хăпарнă та, ача пăхне çăккăрпа шăлса хĕстерсе хунă, вара пĕлĕт вуник сутка мĕкĕрсе хăпарнă, тет. БАБ. Ĕлĕк пĕлĕт пит лутраччĕ, тет: аслăк çӳлĕшĕ анчах пулнă, тет. N. † Çĕнĕ пӳртĕн тĕтĕмне пĕлĕт илет парнене. N. Пĕлĕт таса. Небо чисто. ГТТ. Пĕлĕт çичĕ хутлă, пĕлĕт хуппи уçăлать, кăвак хуппи уçăлать, пĕлĕт тарать; пĕлĕт çийĕ, айĕ, кăвакĕ, тĕттĕмĕ, хура, сарă, сивĕ, ăшă. N. Касăрмара мар, пĕлĕтпе тан сăрт тăринче окопра выртатпăр. N. Пĕлĕт туртса килет. Небо затягивает тонкою пеленою. Ст. Чек. Пĕлĕт çинче пĕр пĕлĕт çук. На небе нет ни облачка. Орау. Пĕлĕт тăрнче (тăрне) шыв та юлмарĕ пуль: çăмăр пит нумай çурĕ. Юрк. Пĕлĕт аякра тĕтрелĕ курăнсан, уяр пулат. Ачач 110. Чечексем нумай çĕре чăсăлса выртать те, кăвак пĕлĕтелле пăхма тапратать. Ал. цв. 3. Унăн витĕр пăхсан, мĕн пур пĕлĕтри илем курăнтăр. Чув. пр. о пог. 166. Пĕлĕт хăймаланать, небо принимает молочный цвет, сметанится (от хăйма — сметана, сливки). Нельзя ли видеть здесь подобие «забеливания» щей молоком или сметаной? || Облако, туча. N. † Тăваткăл шур тутăр вĕçтернĕ чухне, уяр çанталăк пĕлĕт туртрĕ. Чăвашсем 20. Тата телейлĕ çын пĕлĕт (облако) тупат, тет. Вăл пĕлĕт пит выйлă çумăр çуса кайсан тупăнат, тет. Вăл çумăр çунă чух çумăрпа пĕрле ӳкет, тет. Вăл сутĕн (студень) евĕрлĕ çеп-çемçе те, анчах пит шурă пулат, тет. Ăна тупсан вара кĕленче савăт çине ярса усрама кирлĕ, тет, вăл кĕленче çинче, çумăр пуласса сиссен, хăпарса каят, тет, уяр пуласса сиссен, типсе лапчăнса, пĕрĕнсе каят, тет. Çав пĕлĕт тупнă çын, аллисене çав пĕлĕтпе сĕркелесен, вăл çынна вара ĕç патĕнче никам та ĕçлесе çитереймеçт, тĕт: вăл çын ĕçе пит хăвăрт тăвакан пулат, тет. Б. Олг. Пĕлĕт аякран йохсан, сомăр полат. Шел. П. 18. Ӳсет пĕлĕт ӳснĕ пек халь (чит. халĕ) унта вăй-хăват. IЬ. 34. Тĕрĕксемпе малашне пĕлĕт (не пĕлĕш?) пекех ӳсеççĕ. Дик. леб. 40. Хура пĕлĕт хупласа килет. Собр. Çăмăр çусан, каçпала уяртсан, çĕрле уйăх пĕлĕт айĕнче тăрсан, хура шăнасем куç çине ларсан, ыран калах çăмăр пулат, теççĕ. IЬ. Уйăхсам тĕлне пĕлĕт туртсан, пире асăнмасăр ан тăрăр. Нюш-к. Инçетре пĕлĕтсем кăвакарса кайнă. Аслати ăлтать, çиçĕм çиçет. Шăна чир. сар. 17. Апат çиекен пӳлĕмсенче тасатман пулсан, шăнасем яланах пĕлĕчĕпех вĕçсе çӳреççĕ (целыми тучами). СТИК. Пĕлĕтсем ĕне чĕлхи пек пулчĕç. Облака расположились узкими полосами, оставляя промеж себя синие полосы чистого пространства. Изамб. Т. Хĕвел тухăçĕ хĕрелсе пĕлĕте ларсан, çумăр пулат. IЬ. Эпир кĕтме тухас каç (каçпала) пĕлĕт хупласа илчĕ. IЬ. Ав пĕлĕт хăпарат. IЬ. Пĕлĕт шăват (двигается); пĕлĕт хăпарат (поднимается); пĕлĕт туртат (близко к дождю). IЬ. Пĕлĕт çинелле пăха пуçларăмăр. Шел. 72. Хурт-хăмăрсем... çӳçе кăчăкисене пĕлĕт пек сырса илсе... сĕрлеме... тытăннă. Шурăм-п. Кĕвенте çăлтăр патĕнчен пĕр пĕлĕт татки иртсе кайнине астăвса пыратăп. IЬ. Иртнĕ каç ала-çăлтăра пĕлĕт пусса илчĕ. N. Пĕлĕт çинче хура пĕлĕтсем юхатчĕç (шăватчĕç). По небу неслись тучи. ЧС. Вара пĕр çумăр пĕлĕчĕ тухрĕ. Ст. Арабоси. Пĕлĕтсем анчĕç. Нависли облака. Альш. Пĕлĕт чупат. Облака несутся. Ст. Шаймурз. Хĕрарăм патша, пыра-пыра, икĕ пĕлĕт хушшине пырат, тет. Чув. пр. о пог. 2. Хĕвел пĕлĕте ларсан, пĕлĕтлĕ пулать, çанталăк йĕпене каять, çăмăр пулать. Если солнце садится в тучу — будет облачно, погода к ненастью, будет дождь. IЬ. 167. Пĕлĕт каркаланать, облака связываются. Пĕлĕт ярăмланать. Небо делается полосатьм. Пĕлĕт ярăмланать — означает также полосы дождя, видные на горизонте. Сущ. названия сложн.: çӳхе ярăмлă — перисто-полосатые; сайра ярăмлă — перисто-кучевые облака, расположенные рядами. IЬ. Ярапаллă пĕлĕт, облако бахромою; особый вид перистых облаков, образующийся при восходе и закате солнца. При этом наблюдается следующее: при закате облака образуются на западе, идут от солнца, образуя длинные, загнутые на конце ветви, при восходе вместо этого они образуются на востоке или юге; бывают алые. Обыкновенно бывают эти облака в сухое и тихое время. Если при восходе они очень красны — к дождю. После восхода они пропадают. IЬ. Вĕçкĕн пĕлĕт, щеголеватое облако. IЬ. Кăтра пĕлĕт, кудрявое облако. IЬ. Сайра пĕлĕт, редкие облака, отдельными клочками. IЬ. Çăмăр пĕлĕт(ĕ), туча, дождевое облако. IЬ. Тикĕс пĕлĕт, плоское облако. IЬ. Типĕ пĕлĕт, сухое, бездождное. IЬ. Хытă мар пĕлĕт, пушистое, размытое облако. IЬ. Хулăн пĕлĕт, тачка пĕлĕт, толстое облако. IЬ. 168. Сурăх çу пек пĕлĕт, как баранье сало (на щах), мелкие высокие кучевые облака — к вёдру. IЬ. Кăпăш пĕлĕт, рыхлое облако, как вата, с нерезкими очертаниями (противоположно хытă). IЬ. Хурт карасĕ пек пĕлет, как пчелиные соты, появляются перед обедом. Если из них образуются синие облака, не особенно толстые — к дождю, а если пропадают — к вёдру. IЬ. 166. Çӳхе пĕлĕт, тонкие облака, сквозь них видно голубое небо; бывают различной формы; кажется, перистые облака. IЬ. 3. Хĕвел хулăн пĕлĕте ларсан, тепĕр куннех çăмăр пулать. ТХКА 11. Савăт хашлат, труписенчен кăвар, тĕтĕм тухса, кăвак пĕлĕтпе хутшăнать. Савăт тĕтĕмĕ кăвак пĕлĕтпе тĕнчене сарăлать. Ачач 71. Çӳлти, çич хут пĕлĕт тăрринчи илемлĕ рай. N. Паян кунĕпех пĕлĕтсем юхаççĕ. Сред. Юм. Çăмăр çуса чарăнсан, çăмăр пĕлĕтне: карланса кайрĕ, теççĕ. IЬ. Пĕлĕтрен çăмăр ярăмланса çуни корăнсан калаççĕ: пĕлĕт ярăмлана пуçланă. (Указывает на падение дождя в одном месте, как оно представляется на далеком расстоянии). Сред. Юм. Пĕлĕт таткаланса карĕ. (Çăмăр çуса чарăнсан, уçă вырансем курăна пуçласан калаççĕ). СТИК. Хĕвел анăçĕнче каçалапа пĕлĕтсем ярăм-ярăм тăраççĕ; е çумăр пĕлĕчĕ тăсăм-тăсăм тăрать — çавна: пĕлĕт ярăмланчĕ, теççĕ. N. Пĕлĕт пусса илет. Надвигается облако. Турх. Пĕлĕт также означает губку: пĕлĕт татăлса ӳкет!

пĕр

(пэ̆р), один. Сёт-к. Пĕр пукане хĕрĕх хут кĕпе тăхăнать. (Купăста). N. Пĕр кун каймалăх çĕр пулсан, çичĕ кунлăх çăкăр ил, тенĕ. (Послов.). Икково. Мана çак пĕр сорăха (эту одну овцу) пачĕç. КС. Пĕр çăварти çăккăра çиса пурăнтăмăр. (Так говорят о дружной жизни). Орау. Вăсам пĕр çăвартан çăккăр çиса пурăнаççĕ (живут дружно), тиççĕ. Альш. Пĕр вырăнта тăра пĕлмен çын, бойкий, непоседа. Регули 603. Пĕр сăхман поставран ĕçленине (тунине) патăм. IЬ. 916. Пĕр румккă (þумккă эреке) патăм она. Образцы. Пĕрчĕ-пĕрчĕ мерченне пĕр пус парса суйларăм: Изамб. Т. Акă тырă пулманни пĕр хĕн (одна беда), вăрман инçи тата хĕн (опять беда). В. С. Разум. КЧП. Эпĕ пĕр пашалу илсе тухрăм. Я вынес одну лепешку. Альш. † Вуникĕ хĕр, пĕр купăс (скрипка), янăра-çке пĕр сасă (в один голос). Сред. Юм. Пĕр çăварлăх çăкăр, маленький кусок хлеба. IЬ. Пĕр ала (сито, решето) алларăм тессине: пĕр аллăм алларăм, теççĕ. || Один (а не несколько). Собр. Тырă вырса пĕтерсен, ват карчăксем пур çурлана пĕр çĕре тытса, пуç урлă утаççĕ. N. † Вăрмана кайрăм — каç турăм, вуникĕ çулçа пĕр турăм. Орау. Симун вăл Куçмипе пĕр амаранни (от одной матери) вăт. Ст. Шаймурз. † Çырайĕ-ши турă, çыраймĕ-ши, пĕр минтер çине пуçа хумашкăн. N. Ку кĕллисене пĕтерсессĕн, вара пур кĕллине те пĕр çĕре тăваççĕ, вăсене вара кăвакалпа тăваççĕ. N. Пĕр кутăм, пĕр пуçăм. Я одинок (мне тужить не о чем). Сред. Юм. Пĕр пуç, пĕр кот, ниçта кайсан та никам канçĕрлемес. Одинок, куда ни пойду, никто не помешает. N. Пĕр вуннăшне парăр. Дайте мне одну десятишницу (10 руб.). Другой смысл: дайте мне рублей десять, рублей с десять. N. Ултă утăмран пĕр, на каждых пяти саженях. || Один из двух. N. Пĕр çтенаран тепĕр çтенана çитичченех хăма хунă, хăми пуçĕсем кĕмелĕх ыра тунă. || Одна вещь. Календ. 1904. Вăл пĕр пур — хамăр ĕçлеме пĕлменни, пурăнма пĕлменни – тепĕре. Это одно, а... || Один раз, разок. Альш. † Пĕр çӳле пăх, çĕре пăх: савсан пирĕн çие пăх. N. Пĕр çапăп та, пĕр ӳкерĕп. Дам раз и сразу сшибу с ног! (Угроза). N. Ача ку карчăка каланă: мĕн ĕçлен мăн акка? тет. Ку карчăк калат: апла каламан пулсан, пĕр хыпăтăм, пĕр çăтăтăм (сразу схватила бы ртом и сразу бы проглотила), тет. N. Е салам-аликĕм, асанне, темен пулсан, пĕр çăтăтăм, пĕр хыпăтăм (говорит старуха). N. Эсĕ мана авантарах хулă пар-ха, эпĕ ăна пĕр хĕртем (постегаю). N. † Атьăр, тăвансем, эпир те аллăмăра хут тытар та, хут вулар, çанталăк çуттине пĕр (разок, хоть немножко) курар. Пазух. † Шĕшкĕ вутти хутар-и, пĕр (еще разок) ăшăнса ларар-и? (Вставка; приглашает погреться: с удовольствием погреемся). Рак. † Хĕрлĕ чие ларат хĕрелсе, каçса пĕр татăттăм (разок), каçми çук. || Некий (иногда соответствует неопред. члену). Рак. Çав пӳртре пĕр чипер. (Турăш). В этой избе нечто красивое. (Икона). Собр. Пĕр япала (некая вещь) пĕтĕм япалана тиркемест, пĕр шĕвĕ япалана тиркет. (Кăвар). Урмой. Ивансем киле тавăраннă чух, пĕр хăйă çути курăнат, тет (увидали свет в избе). Изамб. Т. Пĕр вырсарникун, однажды, в воскресный день. Орау. Пур пирн пĕр ял йытти, çавна çиса ларап-ха, ĕнертенпе те киле килмер ĕнт (говорит жена о муже). IЬ. Пĕр мурĕ (один чорт, напр. жена ругает мужа) паян киле те килсе пернмерĕ ĕнт. || Выражает противоположность. Якейк. Пĕри пĕр япалая (один любит одно), тепри тепĕр япалая йоратать. || Раз (союз). Орау. Пĕр çынтан тепĕр çынна ленксен, час тупаймастăн вăл япалана, пĕр парса ярсан. N. Вилнĕ çыннăн, хăй пĕр лăпланнăскерĕн (раз он умер), асăмлăхĕ те лăплантăр. N. Пĕр килнĕ чухне курса тухас. Раз пришел, так уж кстати надо зайти и повидаться. Юрк. Санăн ĕçме кирлĕ марччĕ, пăрахас пулатчĕ. Ачу-пăчусем нумай, арăму пур, пĕр шухăшласан (если серьезно обдумать), манăн ăсăмпа пулсан, эсĕ кăлăхах эçетĕн. N. Пĕр вĕреннĕ япала хăй енеллех туртать. К чему (раз) привык, к тому и тянет. Кильд. Эпир час килес çук пĕр кайсассăн. Раз пойдешь, так придешь нескоро. Значенне чув. «пĕр» с русск. «раз» одинаковое. Мусир. † Çинçе çырма, юхăм шыв, сиксе каçса пулмарĕ, пĕр турă-ях çырнинчен иртсе кайса пулмарĕ. (Здесь возможно двоякое толкование: или «пĕр» песенная вставка, или же оно употреблено в смысле «раз»). Орау. Лашана пĕр куçран çухатсан (если уж потеряешь), тупаймастăн вара унта. АПП. † Çӳренĕ пĕр чухне (пока гуляешь) юрласа çӳре. || Случайно. Шурăм-п. Пĕр ăçтан та пулин укçа тупсассăн, ана ĕçсе пĕтермесĕр лăпланмаççĕ. | Целый. Орау. Ман кумпек (= кун пек) юрăсем пĕр тетрать. У меня этаких песен целая тетрадь. IЬ. Сĕт нуммай, пĕр чӳлмек. Пĕр чӳлмек сĕт исе килчĕ. Икĕ чӳлмек сĕт (целых две крынки молока) исе килчĕ. Сёт-к. † Ĕлĕкхи тантăш çор çона, эпĕр хамăр пĕр çона. (Çăварни юрри). СТИК. Пĕр арпус пуçтарса хутăм-ха. Съел один арбуз (в др. гов. — «съел целый арбуз»). N. Пĕр ĕмĕр порнчĕ. Пробыл где-нибудь очень долго, хотя обещал скоро вернуться. N. Çак пĕр уйăх хушшинче ерçӳсĕр пулса нимпе те писме (= çыру) çыраймарăм. Çутт. 81. Ниçта пусма вырăн çукчĕ. Ура пĕр шит (на целую четверть) путатчĕ. || Единый. Т. V. 29. || Единодушный, согласный. Ст. Ганьк. † Ик килĕнтеш пĕр пусан, кил илемне çав кӳрет. (Пĕр пусан = килĕшӳлĕ, вăрçмасăр пурăнсан). || Один только, единственный (каких больше нет), самый первейший. Юрк. Хăйсем ялĕнче пĕр пуян пулса пурăннă (единственный, первейший богач). N. Тата калаççĕ: пĕр ĕнее те каснана илеççĕ, тесе. N. Тата хăшĕ-хăшĕ чăпăркка-туясем илчĕç те, суха-пуçне тавăрса пĕр аçапа амаран пĕрех хĕр çуралнă хĕре тыттарчĕç. N. Тата пĕр ывăлсана хуса карĕç. Орау. Пĕр ывăл ачаш пулать вăл. Собр. † Плуштух кленчи халь аллăмра, савнă пĕр тăванăм умăмра. Ст. Шаймурз. † Ĕнтĕ пĕр тăванăмсем, пĕр чунăмсем, сирĕнпеле пĕрле пурăннине ĕмĕр манмăп тенĕ çĕрсем пур. Алших. Пĕр пуçран икĕ пуçлă тăвас, терĕ, икĕ куçран тăватă куç тăвас, терĕ (вздумал жениться). N. † Ялта пĕр (первейшая) хĕр пулăттăм, ăратнерен тухмăттăм (все время была бы в кругу своих родных). Сред. Юм. Уçса пăхать, тет, виççĕ-мĕш пӳлĕмне — ларать, тет, тĕнчере пĕр илемлĕ хĕр сăнчăрта. Ск. и пред. 13. Унăн ашшĕ Уланки ял пуçĕ те, пĕр пуян, паттăрăн пек кĕлетки çӳренĕ, тет, пĕр капан (как целый стог). N. † Сар кăшăллă витре — пĕр витре (первейшее ведро): кĕтейĕ-ши пире пĕр хитре? N. Алăксене тапрăм — уçăлчĕ, шыв çинчи пĕр (количество) чечек (единственный, или же песенная вставка) çутăлчĕ. Кан. Пĕчĕкçĕ пĕр кантăксене пăрахса, алăк пек пысăк кантăксем касаççĕ. Перестали делать в избах по одному оконцу, начали вырубать большие окна, величиною с дверь. Шарбаш. Ай, пичи Михали, пĕр арăмпе мухтанать! (хвалится одной женой, кроме которой у него ничего нет; по другому толкованию — постоянно хвалится). N. Пĕр ывăла (единственного сына) та илмелле (в солдаты). Рак. И эпирччĕ, эпирччĕ, эпир вуниккĕн пĕр хĕрччĕ; пĕр хăма çине пухăнтăмăр, çутăличчен салантăмăр. (Çăлтăр. Одни объясняют: «нас было двенадцать, и все мы были девицы»; другие понимают в смысле: «нас было двенадцать, и все мы составляли созвездие». Послед. толкование сомн.). Ала 95°. Пĕр кăшкар-ути çисен те (хотя питался лишь одним щавелем)... || Единственно (только). Сред. Юм. Ыттисем — ывăлсĕм, хĕр пĕр эп çиç. Остальные все братья, и одна лишь я — сестра. Ала 95°. Хирте вара вăл пĕр пăрçа çикелесе вăхăтне иртеркелесе анчах çӳренĕ. Альш. Кĕвĕсене каланă чух, сăмахĕсене кашни çĕрех пĕр пĕлнисене калаççĕ: хăшĕ аса килет, хăшне вăхăтне кура калама меллĕ, çавна. || В этом смысле иногда соединяется с наречием анчах. Истор. Вырăссем тутарсенчен пĕр парнесем парса анчах хăтăлайман, тата вĕсене çуллен куланай тӳлесе тăмалла пулнă. ППТ. Атьăр часрах! Вĕçсе кайăттăм та пĕр анчах (так!), çунат çук! || Один и тот же. Собр. Çулла та пĕр, хĕлле те пĕр. (Чăрăш). Артюшк. Эпир унпа пĕр ваконта карăмăр (килтĕмĕр). Баран. 192. Шухăшсем пурийĕн те пĕре килнĕ. || То (—то). N. Хăй хăранипе пĕр малалла, пĕр каялла пăхкаласа пырат, тет. Микушк. Пĕр пуççапат, пĕр тăрат. (Тараса). N. Вĕсем çак тĕлĕнмелле ĕçрен пĕр хăраса, пĕр савăнса çав çĕре иккĕшĕ пĕрле ирттернĕ: N. † Шурă хĕлĕхрен вĕрен яваççĕ: ĕнтĕ пĕр яваççĕ, пĕр сӳтеççĕ. Сборн. по мед. Вăл чир ерри-еррипе арасланать: пĕр йывăрланса, пĕр çăмăлланса темиçе çула пырать. Ёрдово. † Пиçнĕ çырла сăнăм пор: пĕр хоралать-и, пĕр шоралать-и, той илемне çав кӳрет. || Приблизительно. N. Пĕр вунулт-вунçич çулхи хĕрачесем, арçын ачасем... Юрк. Мĕн пурĕ пĕр аллă кĕнеке ытла. N. Ăна уншăн пĕр çирĕм пилĕк çăмарта параççĕ. Ст. Айб. Тата пĕр çĕр тенкĕ пар-ха тырă илме. N. Хăйсене пĕр вунăшар е çирĕмшер пус парсан, тин чармаççĕ. N. Вĕсем каллех çапла пĕрер вунăшар е çирĕмшер пус илсен, часах салтса параççĕ (веревку). О сохр. здор. Пĕр виç кун хушши, в течение трех дней. || Настоящий. N. Çуртра пĕр арçын анчах, вăл та пулин хулара тарçăра пурăнать. Çиме çитменни пĕр инкек. || Одинаковый; одинаково. N. Çынпа çын пĕр мар. Ст. Шаймурз. Манăн пӳрт пур, унăн кĕтессисем пĕр мар. (Вăл пулĕ алă пурнисем). Ст. Айб. Ĕмĕр пĕр килмест, теççĕ. Жизнь течет не гладко. (Послов.). Образцы. Ай-хай уйăх та пĕр, хĕвел те пĕр, вĕсен çутти мĕншĕн тĕрлĕ-ши? IЬ. Тăван эсĕ те пĕр, эпĕ те пĕр (мы с тобой одинаковы), пирĕн телей мĕншĕн тĕрлĕ-ши? IЬ. Улăм ури улт ура, улттăшĕ те пĕр ура (одинаковые). IЬ. Икĕшин сасси пĕр килет. Оба (журавль и журавлиха) кричат враз. Кама 52. Пуринчен те пĕр илме май килмест, мĕншĕн тесен пурин те пурлăхĕ пĕр пек мар. N. Саншăн пур çын та пĕрех. Для тебя все люди одинаковы. N. Кам чунĕ сан чунпа пĕр килет. || Каждый. N. Илтекенĕ пĕр ырăлатчĕ мана, кураканĕ пĕр мухтатчĕ. Юрк. Ăна курнă пĕр çын: ун пек ачасем пурăнмаççĕ, теççĕ. Ст. Чек. Кама хисеп (счёт) çитнине пĕр çапаççĕ. СВТ. Пĕчĕк ачасем, хулĕсене касман пулсан, шатра чирĕпе чирлесессĕн, чирлени пĕр (каждый, кто) вилеççĕ. IЬ. Хулне кассассăн кайран ачанăн кĕпине кунне пĕр (ежедневно) улăштарма кирлĕ. Альш. † Калаçнă пĕр сăмахсем вырăнлă пулсан, шет (может быть) калаçса пулмĕ-ши сăмах-сене? Бур. Ай-хай, тăванăмсем, пĕр чунăмсем, сирĕн пĕр сăмахăрсем (каждое ваше слово) пин ылттăн. Истор. Мĕн куçа курăнакан çынна пĕр чиксе пăрахнă. Туй. Хĕрĕ (невеста) те кама хирĕç пулать, кураканне пĕр асăнса йĕрет. Кого ни увидит, того и называет по имени и плачет. || Всё. N. Лаша пĕртте çăтмас, янине пĕр (все влитое) юхтарса кăларать (лекарство). || В одинаковом количестве. Эпир. çур. çĕршыв 23. Арçынпа хĕрарăм пирĕн вулăсра пĕр йышлах (в равном количестве). || Постоянно. N. Çап-çутă хĕвел пăхать: ăшă парса савăнса, йăл-йăл кулса пĕр тăрать. Ст. Шаймурз. † Çак тăвансемпе пĕр тăрсан, сисмĕп эп ĕмĕр иртнине. || Никакой. N. Санăн патшалăхунта пĕр сылăм та, пĕр çăмăр та çумĕ. Ашшĕ-амăшĕ. Кил-çурта пăхса тăма пĕр вăй та çук ĕнтĕ (совсем нет сил). Никит. Выльăхсем валли пĕр апат та (никакого корма) юлмарĕ (в засуху). || В отрицат. оборотах: ничего не ..., вовсе не ..., совершенно не... N. Урапа çинчен тепле аннă, хам пĕр (ничего) пĕлместĕп, тет. N. Асран пĕр кайми хĕрсем. N. Пĕр йор та çок. N. Авă саранча, шăрчăк, хăш-хăш çул тырра пĕр хăвармиччен çисе ярать. СТИК. Пĕр сасă-чĕвĕсĕрех епле каян унта. Как пойдешь без зову (на свадьбу). N. † Пĕр çук çĕртен (без всякого основания) çын çисен, çав çунтарать чĕрене. N. † Пичен йăмăк полаччен, хăрăк тонката полас мĕн, пĕр чĕнмесĕр (молча, без звука) ларас мĕн. (Хĕр йĕрри). Пахча çим. 3. Унта пĕр çил çуккипе хĕвелпе пахча çимĕçĕ пĕтсе ларать (погибают). Юрк. Леш, çывăрса лараканскер, ку мĕн каланине илтмесĕр, пĕр чĕнмесĕр çывăрса ларат. Толст. Çапла йытă пĕр нимĕнсĕрех тăрса юлчĕ (осталась ни с чем), тет. ХЛБ. Анчах ĕçе пит тĕплĕ, пĕр васкамасăр (нисколько не торопясь) тăвас пулать. Дик. леб. 34. Унăн сăнĕ, ĕлĕк илемлĕскер, халĕ хуп-хура, пĕр илемсĕр. Кильд. † Пĕр (ни разу) анмăтăм эпĕ шыв хĕрне, юрататăп шывăн сассине. Баран. 122. Пĕр кирлĕ мар чух, когда нет никакой надобности. || Какой-то. Ск. и пред. 46. Çурса пĕтернĕ кĕпи вырăнне пĕр хураскерне тăхăнса та янă. Якейк., Хора-к. † Пирн Йăванĕ туракĕ ял ятне те каламаþ, хĕр ятне те каламар, вырăс ялĕ поль тесе, маþа хĕрĕ поль тесе, пĕр хораскер-лотраскер, çак ял хăтне ярнăскер, пирн ял хăтне кӳрес çок. Орау. Пĕр тутаþ (т. е. тутарĕ) тем хăтланать унта, пăх-ха. IЬ. Пĕр мурĕ кунта епретсе хăварнă (испражнился жидким). || Какой-нибудь. Орау. Пĕр усалĕ çаклатса туртин (турδиын')!.. А вдруг, если какой-нибудь негодяй зацепит и отдернет задвижку!.. N. Килте пĕр япалине пăхсан та савăнмалли çук. || Во-первых. Ашшĕ-амăшĕ. Пĕр, вăл ĕнер, вырăнсăр сăмахсем калаçнăшăн, ӳкĕннĕ, ытларах тата Лисахвине вăл (он) хĕрĕнкĕ чухне чĕрене çемçетмелле сăмахсем каламаншĕн çиленнĕ. || С одной стороны. Изамб. Т. Çитменни пĕр хуплат, тата кин: ĕçлеместĕн, тесе, пĕр вăрçат. || Иногда употребл. в смысле «замечательно». Орау. || Иногда является как бы вставкой и не переводится. П. Пинерь. † Вăрман хĕрри каюлă, пĕр ярса утсем транас çук. Кильд. † Пĕр çавăрса илсе пĕр юрлăтăм. Н. Карм. † Кăçалхи пĕр ута, ай, çуласси; çулассинчен питĕрех пухасси. Çак тăвансене пĕр курасси; курассинчен питĕрех уйрăласси. Шибач. † Лаши пĕр йортать, поçне пĕр утать, вăрăм пĕр çолне çитесшĕн. N. † Ах, аннеçĕм, анне, пĕр çуратрăн, ӳстертĕн, пама вырăн тупмарăн. Турх. Ăшра мĕн пуррине каласассăн, пĕр хурланнă чунăм пĕр ĕсĕклĕ (будет всхлипывать). АПП. Ямшăксенĕн пуши — вăрăм пушă, пĕр çавăрса çапасси час пулмасть. Баран. 54. Çитнĕ ялта пĕр Тарас çавăн пек пумилкке туса хăварнă. IЬ. 130. Хăш та хăш чул ытла та нумай пулать; пĕр хăйсенченех тусем, сăртсем пулса тăраççĕ. Абыз. † Килях та пĕр, ывлăм, темерĕ (дуб). N. † Вуник пĕр юман пĕр кутра, турачсемĕр хăй майлă, çулчисемĕр çил майлă. Сунчел. † Кашăк аврисене сăрлама вуниккĕ пĕр мăскал сăр кирлĕ. N. Кĕмĕлтен çĕрĕ хывтартăм, вуникĕ пĕр кĕмĕл укçаран. Образцы 59. Курки аврисене сăр сарлама вуникĕ пĕр тĕслĕ сăр кирлĕ (12 разных красок). N. † Хурăн пĕр айĕнче ик сулă: пĕри ылттăн, пĕри кĕмĕл. Альш. Хамăр пуçа шухăшсем ӳксессĕн, авăнтăмăр хура çĕлен пек, хуçăлтăмăр çĕмĕрт пĕр туя пек. IЬ. Аврăлă куркан аври ылттăн, çавра пĕр куркан тĕпĕ ылттăн. (Здесь можно понять и в см. «единственный»). N. Вуникĕ чĕкеç пĕр кашта (заняли весь шест), юрласа пĕр юрри пĕтмерĕ. Пазух. Сĕтелĕрсем çинчи сĕтел çитти, утмăл та пĕр çитмĕл те, ай, çӳçи пур. Шел. 7. Ылттăнăм та çук ман, кĕмĕлĕм çук, пĕр Мускавран килнĕ те мулăм çук. (Можно понять и в смысле: «ни одного»). Юрк. † Эпир çак тăвансемпе пĕрле пусан, калаçса пĕр сăмахăмсем пĕтме-çке. Альш. † Сатраях та çырла пиçет-çке, тĕрлĕрен пĕр курăкпа варшăнса. Собр. † Ларсам, ларсам, тиеççĕ. Хăш-пĕр енчен ларам-ши? (Здесь можно понимать и как «хăш-хăш», который). || Альш. Пĕр шӳтле вăл (одна комедия), хĕри-пăраç ĕçки. || Выражает любовное отношение. С. Тим. † Икĕ пӳртçĕм, пĕр пӳртçĕм, йĕри-тавра тĕкмеçĕм. Тайба-Т. † Ĕнтĕ хирте тăман çăвать-ĕçке, ял хушшисем те пĕр епле-ши? Янтик. Çаранăн та пуçĕ çырлалăх, çырлалăх, лартăр пĕр Питрав çитиччен: Ачач 110. Килте пĕр аннене каласа парап ĕнтĕ, тесе малтанах шутласа хурать. || Вплоть до. N. † Мамăк минтер, тĕк тӳшек: пĕччен ан вырт, иккĕн вырт. Пĕрех пĕччен (в одиночку) выртсассăн, пĕр вилеччен ӳкĕнĕн.

пĕрех-хут

«один только раз» (выражает окончательное решение или согласие; переводится и оборотами: за одно уж, все равно уж, хоть бы уж, в конце концов). N. Энчен айăплăх пулсан, мĕншĕн капла пăшăрханатăп-ха пĕрех-хут? КС. Кай эппин пĕрех-хут, тек антрататăн. N. Ку вăрмана ан каям-им паян пĕрех-хут. Не ехать что ли уж сегодня мне в лес? (Когда есть другое не менее важное дело). IЬ. Çырса парам-им пĕрех-хут (написать что ли уж), тек анратать (все еще надоедает с просьбой). N. Хĕртес пулать ăна пĕрех-хут, уйăрлас-уйăрласах. Отлупить его надо, уж все равно! Ала 10°. Тавай кĕçĕрех кăйса пăхам кун патне пĕрех-хут, тенĕ, тет. Юрк. Эпĕ, хăличчен аван кĕпесем тăхăнманскер, пĕрех-хут тăхăнмасăрах юлам, тесе, хай вĕр-çĕнĕ кĕпине çук хакпах сутса ярат. IЬ. Атя пĕрех-хут киле кай. Орау. Атя пĕрех-хут киле каяр. N. Кайса кил пĕрех-хут. Уж все равно,сходи! Кайса килем пĕрех-хут. Уж все равно, схожу! Ачач 67. Ара, мĕн пĕлетпĕр эпир пӳртре ларса? терĕ Тимуш амăшĕ. Пĕрех-хут арçынĕ те çавăн пеккисене пĕлсе çӳремест. Ĕçме анчах маçтăр. N. Пĕрех-хут ларса çи эппин. N. Эппин пĕрех-хут ĕнтĕ тата Ивана та илсе кайăр. Ачач 5. Ах, мĕншĕн тухрăм пĕрех-хут! Толст. Э-э-эх! пĕрех-хут вилĕмĕ килинччĕ. Бес. чув. 11. Вĕсене çын шел мар! Пĕрех-хут хăйсеннисене вĕлермесенччĕ, хăйсеннисене те епле вĕлереççĕ. N. Хур тунине (оскорбление) мĕшĕн чăтас мар пĕрех-хут сирĕн? Хăвăн çухалсан та, мĕншĕн чăтас мар ăна пĕрех-хут. Çĕнтерчĕ 8. Пĕрех-хут пахчана та çĕрулми хамăр лартаймастпăр. N. Ан йĕр, ачам, пĕрех-хут илсе кайăп. N. Пĕрех-хут, ачам, эсĕ киле юлăн-и?

пĕрĕнче

(џ̌э), однажды. Т. Вара пĕрĕнче кун патне усал хăмла илсе пырса пачĕ, тет.

пĕрле

вместе. Альш. Кĕçĕн ывăлĕ хăйĕн тетĕшĕ вăрă иккенне пĕрле ӳссе те пĕлмен, тет. Сунт. Тĕрĕс, атте вилсен те пĕрле. N. Унăн япалисене арчипе пĕрлех исе кайнă. N. Тата хăш çемьере арăм тăлăха юлса пĕчĕк ачисемпе ĕçне çынпа пĕрле пуçтараймасть. Кора-к. Çарăк аксассăн (когда посеешь), пĕрле тăвăпăр, тесе калат, тет, упа. С. Тим. † Санпа манăн сăмах пит килет, ачаран пĕрле тăнăран. Альш. Хĕр сăрие пыран (= пыракан) хĕр пуçне çич-сакăр витре сăра илсе, пĕрле-пĕрле яраççĕ ăна. IЬ. Çикелесен, апатланкаласан, пурте пĕрлерех тухса утаççĕ хайхисем пасара. IЬ. Çапла темиçе ял пĕрлерех, темиçе ял пĕрлерех ларса пĕтнĕ ĕнтĕ вăл чăвашсем. Регули 968. Пĕрле хуса килтĕмĕр; пĕрле кайрăмăр. ССО. Эсĕ пĕр-пĕр кивĕ укçа тупнă, пĕрле тăвар, вара ярăпăр сана. Сред. Юм. Иккĕн йонашар отса пынă чохне пĕри ӳке-парсан, тепри ôна кôлса: ôкçа топрăн-а мĕн, пĕрле пôлтăр, тет. || Одновременно. Сред. Юм. Пĕрлерехех тôхса кайрĕç ăсĕм, пирĕн тохса кайсан, сирĕн пĕр çôр сехетрен те ытла тăмарĕ пôль.

пĕр-пĕтĕмĕшпе

в целом. Сам. 4. Хăш-пĕр вырăнта çеç чăваш халăхне пĕр-пĕтĕмĕшпе илсе.

пĕр çĕре

в одно место. Б. Яуши. Пур хатĕр те çитсен, ача ытти вăррисене пĕр çĕре каласа ячĕ, тет, хăй пĕр вăррине илсе, ĕлĕк хăй пурăннă пуян хуçа патне илсе карĕ, тет. || Вместе. Ала 88°. Çакă мĕскĕнсен вара пĕр-çĕре тăватă ача пулнă. Изванк. Шăмăсене пĕр çĕре çыхса юман тăрне çакрĕç.

пĕçĕ

(пэ̆з'э̆, пӧ̌з'ӧ̌), бедро, ляшка. Панклеи. Кашкăрăн кари пĕççисем. Кан. Халăх тĕлĕннипе пĕççе çапса илчĕ. Алик. Хайхи салтак мулчара пĕçĕсене тăраткаласа выртать, тет. N. Алăк патне çитсессĕн, ик пĕççӳне шарт çапăн. Иваново. Вара, илтсессĕн, пĕççине çапса тĕлĕнсе, хуйхăрса йĕрсе ячĕ, тет. Шурăм-п. Пĕр шухăшласан, пĕççе çапса кулмалла. Чеб. Пĕççи хопнă (çурăлнă). Вывих ноги (у коровы). || Штанина. Йӳç. такăнт. 14. Ме, шалаварне те (ывтать), кунне пĕр пĕççине илсе тавăрăн! Трхбл. Йĕм-пĕççи, штанина. || Назв. местности в лесу. Трхбл.

пĕтер

(пэ̆дэр), кончить. N. Çыру пĕтернĕ чух, тĕп кĕнекесем çине: хресченсем çĕр илеççĕ, тесе, çырман. || Прикончить, прихлопнуть, прекратить. Якейк. Вăсам ку ĕçе хопласшăн, пĕтересшĕн. Они хотят потушить дело. N. Эпĕр пурнакан Микула хуçа та начарлана пуçлаþ, ясмăк яшкисем анчах çитарат, ĕçне пĕтерме те шутлат кăçалхи çул. Кан. Аслă сут ачине Шаравтинăв патĕнче усрамалла тăвать. Арăмĕ вилнĕ пирки ĕнепеле кĕлет шырассине пĕтерсе лартать (прекращает). || Истреблять, уничтожать. Ивановка. Халĕ ĕнтĕ вăрмансене пĕтерчĕç, тыр та пулакан пулчĕ. || Погубить. Н. Байгул. Пĕтертĕн эсĕ ман пуçа. Погубил ты меня. N. Вĕсем пире пĕтермесĕр каймаççĕ. || Изругать. КАЯ. Кĕсем тата аттене каласа кăтартсан, атте пĕтерет ĕнтĕ (отец со мною, не знаю, что сделает). ЧС. Аçу пасартан таврăнсан, умма татнăшăн пĕтерет. || Износить. Юрк. † Урам чипер пулсассăн, йĕс таканлă атă тăхăнăтăм; хĕрсем лайăх пулсассăн, хранчус тутăрма пĕтерĕтĕм. Якейк. † Çийăм толли сар кĕрĕк, çия тăхăнса пĕтермесĕр, сар хĕрсенчен уйăрлас марч. N. † Çуна лайăх тиейса, çынтан иртсе чупас мар, çуна тупанне пĕтерес мар. || Издержать, употребить. N. Пылчăкĕсене çуса вунă кĕрепенке супăн пĕтернĕ. || Промотать. Юрк. Чул çурта парсан, вăл ăна та пурĕ-пĕр пĕтерет. || Вылечить. N. Иванпа Якур шатрине пĕтереймерĕм (т. е. не могла вылечить сыпь). || Издеваться, надсмехаться. N. Сайра кăна çыннăн пысăкрах куç пулать те, ăна та пулин ыттисем: лаша куç, тесе, пĕтереç. || N. † Ир те куртăм эп сана, каç та куртăм эп сана, килессу çук эс мана. Мĕшĕн сăмах пĕтертĕн? N. Аппаçăмах çавă пур, çичĕ ютăн ачипе тахçанах сăмах пĕтернĕ. N. Тата савăт хуçисем пĕр канаш пулса хăйсем хунă хакран йӳне сутмалла мар канаш пĕтереççĕ. || Вышить, сшить. N. † Шорă тотăр пĕтертĕм, пăрасни кон çыхас пек. Пазух. Улача кĕпе, йĕтĕн çуха, ан пĕтерсем лутшах, тăхăнаймăп. Бугуль. Французский тутăр (вĕç) пĕтернĕ чух пуçра симĕс тутăр пулминччĕ. Альш. Ватă карчăксем çутăлтарса яраççĕ (форсят в нарядах) çĕнĕ илемлĕ пĕтернĕ сурпансем, илемлĕ пĕтернĕ кĕпесем. IЬ. † Улача чаршав çӳçине шав укапа пĕтернĕ, шурă чаршав çӳçине шурă пурçăнпа пĕтернĕ. Бур. † Шурă шупăр аркине шурă пурçăнпа пĕтернĕ, кăвак шупăр аркине кăвак пурçăнпа пĕтернĕ. N. † Улача кĕпе кам тăхăнмĕ, аркине хăмаçпа пĕтерсен. С. Тим. † Шур тăваткăл тутăр пĕтертĕм, кĕçĕн çăварни кун çыхас пек. Н. Карм. † Ăлăхрăм çӳлĕ ту çине, лартăм шурă чул çине, пурçăн сарă пĕтерме; пурçăн сарă пĕтет пуль, пуçăм сая каять пуль. Якейк. Пыçаххи пĕтерес тени пыçаххи вĕçне çӳçе ярас тени полать. IЬ. Пиртен кĕпе касаççĕ, ĕçлеççĕ, пĕтерсе тăхăнаççĕ. Сред. Юм. Кĕпе пĕтерет-ха ô. Узорчатую рубашку шьет. IЬ. Сорпан пĕтерсе çыхрăм. Сготовил убор и завязал им голову. IЬ. Тотăр-сорпан пĕтерет, припасает вещи, нужные замужним (головной убор). НАК. Кăмăлча илсессĕн кайран, хĕрин ашшĕсем хĕрне валли япаласем пĕтерме таварсем илсе параççĕ. Хĕр вара, япаласем илсе парсассăн, хĕр çумăçсене пухать те, мĕн пур пĕтермелли япалисене пурне те пĕтерттерет. || В качестве вспомог. гл. Изванк. Микул карчăкĕ тата темиçе пинĕ тĕслĕ каласа пĕтерчĕ те, анчах эпĕ унăн сăмахĕсене пĕтĕмпех астуса çитерейместĕп. IЬ. Пĕр çулне пирĕн патра çĕр виçрĕç те, пĕтĕм ял çĕр тавраш туса пĕтерчĕç [все пересовершали (посовершали) «сĕр тавраш»]. М. Сунч. Тата турăш умне тем чухлĕ çурта çутса пĕтернĕччĕ (при изгнании мора). IЬ. Киле ан кĕтĕр тесе (т. е. мур), хапхасене тикĕтпе сĕрсе пĕтеретчĕç. Сёт-к. Утсам панчи ачасань, çурса (= çывăрса) кайсан, орисене салтаç те, çăпата кантрисене тĕвĕллесе пĕтереç вара. Орау. Туса пĕтерсен (савине, по миновании надобности), вуласа пĕтерсен (кĕнекине) кӳрсе пар. Ал. цв. 9. Вăл тумланса çăвăнса пĕтерет те, çак тĕлĕнмелле çĕнĕ ĕçрен ĕнтĕ тĕлĕнмест те. В. С. Разум. КЧП. Ана çинчи çулнă пăрçама уйĕпех çил вĕçтерсе пĕтерчĕ. Кан. Ачана пĕчĕк чухне тем тĕрлĕ кипкесемпе чĕркесе, çыхса пĕтермелле мар. IЬ. Чăвашла кино картин куртăм та, татах курас килсе пĕтерет. Альш. Тутар килне-йышне ырласа пĕтереймес (всячески хвалит татарскую семью): чăваш тутара тус тăвать, хăнана çӳрет. Аттик. Вĕсем тата нумай каласа пĕтереççĕ те, эпĕ анчах вĕсем пек тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлейместĕп. Истор. Хăйне пĕр-пĕр усал ан туччăр, тесе, вĕсене малтан икĕ вут хушшинчен кăларнă, унтан хăйсенĕн кĕлеткисене пуççаптарнă, чĕркуççи çине лартса пĕтернĕ. N. Çапах эпĕ вĕсем каланине малтан пит ĕненсех пĕтермерĕм. N. Çак çурт тавра йывăçсем лартса пĕтерĕр.

пĕтерсе ил

(-зэ), взять все дочиста. N. Уло укçана çĕр валеçме тухиччен пĕтерсе илсе пар мана. || Выкупить. N. Хăйсем ирĕкĕпех укçа сахал пара пуçланă; хăш-хăш чухне çĕр хакĕ укçин çуррине анчах панă. Çĕре пĕтерсе илес тесен, темиçе çул иртнĕ.

пĕчĕкçеççĕ

махонький, малюсенький. БАБ. Вăрманта ак юман тымарĕ çинче юман кăмпи курсан, пĕчĕкçеççĕ кăна пулсан та, итту илсе пуçтарса хураççĕ. Рак. Пĕчĕкçеççĕ куркам пур, куркам тулли кĕрпем пур. (Хурлăхан).

пĕччен

(пэ̆ц'ц'эн, пэ̆ч'ч'эн, Пшкрт: пэ̆чӓн) одинокий, одиноко, в одиночестве. Юрк. Атте, çăварни чупам-и ? — Чупассине чуп та, пĕччен пĕр хĕр ан ларт. Ала 26°. Вăл хăваттере пĕччен пӳрте кĕнĕ, тет. N. Уйри пĕччен йывăç. Бес. Çамрăк ачисене пĕччен килсе пăрахса. К.-Кушки. † Ай-хай, уйăх пĕччен, уйăх пĕччен мар халĕ, çăлтăр пур. Ай-хай эпир пĕччен, эпир пĕччен, эпир пĕччен мар халĕ, тăвансем пур. Образцы. Пĕччен пуçпа лартăм, шухăшларăм, çамрăк ĕмĕр епле иртнинчен. Якейк. Вăсам пĕччен мар. Они не одни, ведь их не один (= пĕр ача анчах мар-çке). БАБ. Ялта та пĕр ăратни тавраш те çук (у него). Çавăнпа та ăна пĕччен Павăл теççĕ. Б. 13. Пĕччен автан ашĕ çиме анчах аван, теççĕ. Ядр. † Полккăн-полккăн квакарçын; пĕччен пĕрне хорчка тытрĕ. (Одного только, который был один). Собр. † Пирĕн пек пĕччен карчăксем урай тăрăх утнă чух килте пĕчченех пурăннăран ик аллине шарт çапаççĕ. N. Пĕр-пĕччен эп, пĕр-пĕччен тухрăм уялла. Пир. Ял. Çавăнпа та ăна (черепицу) пĕччен-пĕччен илсе, тупса витме хĕнтерех. Кан. Çакăншăн сут айăпласа пĕрер çулталăк тĕрмере, пĕччен çĕрте (в одиночке) лартмалла турĕ. N. Пĕччен çыннăн алă çитмест. Один работник не успевает. N. Пĕччен-пĕччен, по одиночке. || Туз (в картах). К.-Кушки. Кирпĕç пĕччен, бубновый туз.

Прал

назв. русск. с., Фролово. Изамб. Т. Пралла илсе кайман пуль ăна.

приççак

(прис'ак), присяга. Б. Олг. Онтан приççака исе карĕç пере. Чиркĕре пере поп приççак турĕ. N. Чăн малтан пурне те приççака илсе каяççĕ.

притань

(-дан'), приданное. Качал. Хĕрне патăн (выдал), притань ма памастăн? N. Вăл хăйпе пĕрле нумай притань илсе килнĕ. Она принесла с собой богатое приданное.

проçинка

поросенок. Ой-к. Сысна çур проçинки, улăм ăшăнче выртасран хамăр илсе карăмăр, арăм туса ятăмăр. (Свад. п.).

пçукка

кошка, киска (детск. сл.) Тюрл. Пçуккана кунта илсе кил. Принеси сюда кошечку.

риçинкки пушмак

ботинки (с резинкой). Альш. Хĕри-пăраç тăхăнать урана риçинкки пушмак (ботинки; лешне майралла пушмак теççĕ, тата çула тăла пушмак тăхăнаççĕ). IЬ. Урара риçинкки пушмак. На ногах ботинки. N. Тăватă манит çурра (за 4 руб. 50 к.) ăшăк риçинкки пушмак илнĕ. N. Вăл ярмăнккаран риçинкки пушмак илсе килнĕ.

ай

(aj), pars inferior; inferiora, ima, низ, нижняя часть. Альш. Чашкă айĕ тарласан, йĕпе пулать, тет. Если чашка снизу запотеет, то будет мокро. Самар. Хура вăрман айĕ такăр пулсан хăтăлаймĕ тилĕ, пур пулсан. Когда в большом лесу станет гладко, лисице, если она будет там, не уйти целой. Альш. Айĕ те тӳшек, çийĕ те тӳшек. (Хăнтăла). И снизу перина и сверху перина. (Загадка о клопе). Сохр. зд. Вăл е айĕ йĕперен, е пăх-шăкпа лапăртаннăран... макăрать пулĕ. Может быть, он плачет оттого, что под ним мокро, или оттого, что он испачкался в испражнениях. || In casibus obliquis interdum adverb, loco usurpatur. В косвен. пад. иногда употребляется в значенин наречия. Ст. Айб. Ая юрать, ая кĕмест. (Пукан). Смысл этой загадки о стуле темен. Альш. Ăна ачасене ая шăнăран параççĕ. Его дают детям, чтобы они не мочились под себя. Сред. Олг. Ая янă. 1. От страха испустил мочу. 2. Страшно перепугался. Ун кăмăлне ялан ая туса пырсассăн... Если все время подавлять его стремления... Якей. Ая туса пăрахатьчĕ. (Меня) чуть не занесло (снегом) [или: чуть не придавило (чем-либо)]. Собр. Кушака çĕнсе шăрши айне пулнă, теççĕ. Одолел кошку, но был побежден мышью. (Послов). Орау. Хăш çын айран каланине сисимаçть. Иные не понимают намекок. Орау. Çил улăма айăн-çийĕн вĕçтерчĕ. Ветер перебуторил солому. Альш. Пĕри, шыва кĕрсе кайса, шыва айăн-çийĕн çавăрĕ. Одна из них (кобыл) войдет в воду и взболтыхает ее до самого дна. || Saepissime postpositionis vim habefc, eandem ac praepp. sub, subter, quo sensu plerumque cum particulis possessivis coniungitur. Часто служит послелогом, при чем соединяется с притяж. суфф. Ман айăма (ман ая), ман айăмра (ман айра), ман айăмран (ман айран); пирĕн айăмăра (пирĕн ая), пирĕн айăмăрта (пирĕн айра), пирĕн айăмăртан (пирĕн айран); сан айна (сан ая), сан айăнта (сан айра), сан айăнтан (сан айран); сирĕн айăра (сирĕн ая), сирĕн айăрта (сирĕн айра), сирĕн айăртан (сирĕн айран), ун (он) айне, ун айĕнче, ун айĕнчен; вĕсен айне (вăлсам айне), вĕсен айĕнче (вăлсам айĕнче), вĕсен айĕнчен (вăлсам айĕнчен), ун айĕпе, вĕсен айĕпе. V. Матер., 214, Синт., 148 — 211, 292 — 348, 348 — 378. КС. Ман айăма шыв юхса кĕрет. Под меня течет вода. Ib. Сирĕн айăрта ман тӳшек выртать. Под вами лежит моя перина. Ib. Çирĕн айăртан çак сăхмана илсе тăхăнам-ха эпĕ. Ну-ка, я возьму из под вас этот кафтан и надену его. Ст. Чек. Пирĕн айăмăра кĕççĕ сарчĕç. Под нас подостлали войлок. Ib. Чаппан айăмăрта выртат. Чапан лежит под нами. Ib. Шăши пирĕн айăмăртан тухса карĕ. Мышь выбежала из-под нас. Ib. Кĕнекене минтер айне хутăм. Я положал книгу под подушку. Морг. Ырă çын, тархасшĕн хоп мана лорăк айне! Пожалуйста, покрой меня, добрый человек, лукошком! Тай.-Т. Шыв çисе пыннине çĕр ишĕлсе аннă та, юпи вара шыв айнĕ пулнă. Когда берег от размывания водою обрушился, то столб очутился под водою. Ст. Яхак. Ун чухне унта пĕчĕк ачасем çунашкапа ярăнмалли те çук, çиччас, çуна айне туса, вĕлерсе пăрахĕç. В то время маленькие дети и не могут кататься на салазках, так как легко могут быть раздавлены на смерть санями. Букв. 1886. Ĕне айне лармасăрах ĕмĕр ирттермелле турă çырнă пулĕ, терĕç. Они решили, что, должно быть, им суждено прожить без коровьего молока. Сред. Юм. Сăмахран пõлсан, эп çын айпе йõлаканни мар вара. Словами меня не забьешь. Тай. Çакă ялăн ачисе сăмах айне турăмăр. Своими речами мы заткнули рот парням этой деревни. || Альш. Вăрманпа Ескӳл хутлăхĕнче çаранлăх: хамăр ял айĕнчех пирĕн, унтан лерелле Хирти Кушкăсен, Мертлĕсен. Между лесом и озером Ескӳл луга: под самой нашей деревней — наши, а дальше — принадлежащие Полевым Кошкам и Мертлям. Пĕр хĕр кăкăр таран çĕр айĕнче тăрать. Девушка стоит по грудь в земле. Ход. во св. Çĕнĕрен тухакан кĕнекесене пурне те пĕрер те пулин илсе яланах ал айĕнче тытас пулать. Надо приобретать все новые книги, хотя бы по экземпляру, и всегда иметь их под рукою. Лашм. Пирĕн пата хăнана (= хăнана) пыр. Ыттах тĕлне пĕлмесен, Тури касра, кĕтесре, — Тури касра, кĕтесре, улма сачĕ айĕнче. Приходи к нам в гости. Если не знаешь сам, то мы живем вот где: на Верхней улице, на углу, под яблоновым садом. Якей. Чуть йор айне полаттăмччĕ. Меня едва не занесло снегом. СТИК. Çын айне пулса пурăнакан çын, человек, который находится в вечном подчинении у других. Абыз. Путь-путь путени, çав путенен йăвийĕ сакăр ана айĕнче. Подь-полоть перепелка; гнездо этой перепелки под восемью загонами. ЧП. Хырă айĕсенче çырлалăх. Под соснами ягодные места. Якей. Эп кĕпер айĕпе коньккипа ярăнса тохса карăм. Я прокатился на коньках подмостом. Ст. Чек. Вăрман айĕпе пырат. Едет (или: идет) под сенью леса. Землед. Ыраша хытта хăварнă хура пусса акаççĕ. Хăш чух тата пĕр-пĕр курăк е тырă айĕнчен тухнă çĕре акаççĕ. Рожь сеют на паровом поле. Иногда ее сеют на поле, вышедшем из-под какой-либо травы или из-под хлеба. || Etiam adiectivi vim habet, quae loquendi forma perrara eat. Очень редко имеет смысл им. прилагательного. ЧП. Аял ту çинче ай кĕлет, ай кĕлетре аслă аппа. На визенькой горе нижний ярус клети, а в нем моя старшая сестра. Каша. Çӳлĕ тенĕ кĕлетĕр ай кĕлетрен ытла мар. То, что вы считаете за верхний ярус клети, не выше нижнего этажа ее.

аял

(аjал), pars inferior, нижняя часть. Hoc nomen, quod casum nominativura non habet, in aliis tantum casibus usurpatur, qui adverbiorum vicibus funguntur. Это существ. не употребляется в им. пад., другие же падежи его имеют значение наречий. Аяла, in partem aut locum inferiorem, вниз; аялалла, deorsum, по направлению вниз; аялта, in parte aut loco inferiors, внизу; аялтан, ех parte aut loco inferiorе, сназу. КС. Капан тунă чухне аяла ута чăн типпине хураççĕ. Когда мечут стог, то кладут вниз самое сухое сено. Ib. Эп аслăк çине хăпартăм та, юлташа аялалла тĕксе ятăм. Я влез на сушила и столкнул товарища вниз. Альш. Хӳрине аялалла тăснă. Опустила хвост книзу (лисица, от усталости). || Курм. Йытта пĕрене аяла тунă. Бревном придавило собаку. НАК. Выльянă чух хăш ушкăнĕ аяла пулат, унтан е икĕ кил е виçĕ кил туртса илеççĕ. У партии, побежденной в игре, отнимают два или три дома. Истор. Ĕмĕрĕнче вăл таçта-таçта çитсе вăрçнă, хăй пĕрре те аяла пулман. Где он только ни воевал на своем веку, а никогда не был побежден. Якей. Мана аяла тăвашшăн, хăйне çала (= çиеле) кăларашшăн. Хочет меня одолеть (победить, переспорить и пр.). КС. Вĕсем аялта пурăнаççĕ. Они живут внизу (напр., в нижнем этаже). КС. Ытла çӳлтен пăхсассăн, аялта çӳрекен çынсем пĕчеккĕн курăнаççĕ. Если посмотреть с очень большой высоты, то люди, которые ходят внизу, кажутся маленькими. Ib. Çăмăл тĕксем аялтан çӳлелле вĕççĕ хăпараççĕ. Легкие перья взлетают вверх. || Eadem vox nonnunquam adiectivi vim habe. Иногда слово аял имеет значение прилагательного. Аял енĕ, pars inferior, нижняя сторона; аял пуçĕ, extremitas inferior, нижний конец; аял ту, mons minor, низкая гора; аял вĕçĕ, extеmitas iriferior, нижний конец. Рак. Анаткас, тесе, ялăн аял енче ларнăран калаççĕ. Нижняя улица называется так потому, что расположена в нижней части деревни. Изамб. Т. Лашине анин аял пуçне чарчĕçĕ. Поставили лошадь на нижнем конце загона. Раков. Аял ту, аял туран вăта ту, вăта туран çӳлĕ ту, çӳлĕ туран вак хăва, вак хăвара вак кайăк. [Янах, сăмса, çамка, çӳç, пыйтă (scr. пыйту)]. Низкая гора, за низкой горой средняя гора, за средней горой высокая гора, за высокой горой мелкий тальник, в мелком тальнике мелкая дичь. (Загадка: подбородок, нос, лоб, волосы, вши). || A tertio eiusdem nominis casu adj. аялалли (аjалаλλиы) ductuin est, quod sijcnificat deorsum situs. От дат.-вин. пад. того же им. произведено прилагат. аялалли, лежащий по направлению вниз. КС. Унтан аялаллине шыв илет. То, что лежит пониже его, заливается водою. Item a quarto casu adj. аялти (аjалδиы) derivatum est, eadem significatione, atque inferior vel in parte inferiore situs. От местн. пад. того же сущ. происходит прилаг. аялти, находящийся внизу. Черт. Аялти ӳрече, perticae laterales, quibus pars vehiculi superior (capsus) sustinetur, боковые дрожины, на коих лежит кузов экипажа. Аялти кĕлет, cella inferior, нижний этаж клети. Тюрл. Эпĕ, часрах аялти кĕлете кĕрсе, шур кĕпе тăхăна пуçларăм. Я поскорее пошла в нижний этаж клети и стала надевать белую рубашку. || Аялти çанталăк, inferna, подземный мир. Hoc noinen, fabularum proprium, si verbuni pro verbo reddamus, idem significat, atque mundus infenus, cuius incolae reruraque natura eandem fere speciem habent, atque his, in terris. Собран. Çăл патне çитсен, хайхи ачасем: „Илме-тухăр!“ тесе кăшкăрcа каланă. Вара хайхи шыври ăстарик, тухса илсе, аялти çанталăка илсе кайнă. Ачасем, унта пурăнсан-пурăнсан, икĕш те пысăкланнă. Подошедши к колодцу, дети громко сказали: „Идите, берите нас!“ Тогда вышел тот водяной старик и унес их в подземный мир.

ай-хай

(аj-х̚аj), interj. approbantis, aut vebementius appetentis aliquid, aut aliquid conquerentis, междометие, выражающее одобрение, желание и жалобу. С. Дуван. Ай-хай хавас хĕр-сăри! — çулне иккĕ пулинччĕ! Ах, какое веселье этот девичий пир! — хорошо бы быть ему два раза в год! СТИК. Ай-хай, çав лаша пат шеплĕччĕ! — илеймерĕм. Ах, какая славная была лошадь! — не пришлось купить. Толст. Суккăрри пăрçа хăмăлĕсене хыпаласа пăхрĕ, тет те: „Ай-хай хутаçлă!“ терĕ, тет. Слепой пощупал стебли гороха и говорит: „Ах, какой стручистый!“ Халл. 29. Ку пăхса тăрать-тăрать те: „Ай-хай!“ тет. „Ку çыннăн аттисем вĕр-çĕнĕ япала пек; кăна хывса илсе тăхăнсан питĕрех те аван пулĕччĕ.“ Он смотрел, смотрел, и говорит: „Ах, какие новые сапоги у этого человека! Хорошо бы снять их и надеть на себя“ Т. VII. Ай-хай! манăн çăвара пĕр улми татăлса ӳкейинччĕ! Ах, если бы одно из этих яблоков оторвалось и упало мне в рот! Асан. Ай-хай, çавна тăваймарăм! Ах, как жалко, что мне не удалось этого сделать! Ст. Чек. Альш. † Ай-хай, тетеçĕм те йинке-çĕм! каламăр-ши пире те шух тесе? Ах, братец и невестушка! мы боимся, что вы нас обвините в неумении вести себя. Бишб. † Ай-хай, аттеçĕм те аннеçĕм! ытла хытă сăмах ан калăр: кăмăлăм çемçе, чăтас çук. Ах, батюшка и матушка! не убивайте меня суровыми речами: у меня нежное сердце, я не перенесу. || Aut diffi-dentis. Также выражает недоверие, сомнение. Б. Акса, Череп. Ай хай! тăвĕ-ши вăл? Едва ли он сделает (или: не верится, чтобы он сделал). || Interdum superlativi vim habet. Иногда имеет значение частицы усиления. Л. Кошк. Ай-хай, паян шăрăх-çке! Ах, как сегодня жарко! Ib. Ай-хай, кăçал йывăр килчĕ-çке! Ах, какой тяжелый нынче год!

аяк

(аjак), latus; pars; ripa; paries, бок; сторона, берег; стена. КС. Манăн аяк ыратать. У меня болит бок. Ib. Манăн аяк чикет. У меня колотье в боку. Изамб. Т. Кайсан-кайсан, эпир çул аяккинелле пăрăнакан (лучше: пăрăннă) икĕ лаша йĕре куртăмăр. Проехав некоторое расстояние, мы заметили два лошадиных следа, которые шли в сторону от дороги. ЧП. Сирĕн пӳрт аяккинчен юр кайнă. Снег, лежавщий у вашей избы, сошел. КС. Хыт çĕрте выртса, аякăм (i. q. аяккăм) хăпарса туххăр пуль. От лежания на жестком у меня, наверное, бока распухли. Çырманăн ку аяккинче, на этой стороне оврага; çырманăн леш аяккинче, на той стороне оврага. Букв. 1908, 16. Çав турпас татăкĕсене купаласа, вĕсем пӳрт тунă. Малтан аяккисене купаланă, унтан тăррипе тунă. Из этих обломков щепок они склали избу. Сначала склали стены, а потом сделали крышу. || Huius nominis tertius, quartus quintnsque casus adverbiorum more longinquitatis significandae causa usurpantur. Дат.-вин., местн. и исходн. падд. этого сущ. также употребляются в значении. наречий, означающих отдаленность. Аякка, longe, procul (eum locum significat, quo aliquis iter faciat), в сторону; далеко (указывая направление действия); аяккарах, longius, remotius (turn quietera, turn motum significat), дальше в сторону; подальше (означая как направление, так и место действия); аяккалла, locum remotiorem versus, в сторону; аяккарахра, in loco remotiore, подальше (на вопр. где?); аяккарахран, ex loco remotiore, из более отдаленного места; аякра, longe, procul (locum denotat, ubi aliquid sit vel fiat), далеко, вдали (указывает место действия); аякрарахра, longius (locum, ubi aliquid sit vej fiat, sign.), подальше (на вопрос где?); аякран, a longinquo, e longinquo, издали; аякрарахран, ex loco remotiore, более издали, из более отдаленного места. || Hue adiectiva pertinent, ab iisdem adverbiis derivata. Сюда относятся и прилагательные, образованные от этих наречий. Аякри, longinquus, remotus, дальний; remotiore loco orinndus, дальний (т. е. родина которого далеко); аякрисем, remotiore loco orinndus vel oriundi (utriusque numeri vim habet; v. Оп. чуваш. синт. § 59), дальний по происхождению, родина которого далеко (имеет значение как ед., так и мн. ч.); аяккарахри, аякрарахри; аяккараххи (hoc absolute tantummodo usurpatur), remotior; e remotiore loco oriundus, более дальний; происходящий из более отдаленного места. Аяккараххи употребляется только во 2-й форме, т. е. без определяемого имени; аяккалли (аjаккаλλиы), ulterius situs, ulterior, находящийся по паправлению в сторону от чего-либо или далее чего-либо. КС. Вăсем аякка кайнă. Они ушли далеко, т. е. в отдаленное место. Ib. Вăсем ялтан аякка-а (аjаккŏ) кайнă та, тапратнă тавлашша чупмашкăн. Они отошли далеко (усиление) от деревни и начали бегать взапуски. ЧС. Ĕнтĕ кăшт аяккарах кайса тăтăм. Тут я отошел несколько подальше (или: в сторону). Ib. Вĕсенчен аяккарах (i. q. аяккарахра) пĕр пысăк сысна кĕтĕвĕ çӳренĕ. В стороне от них паслось стадо свиней. Ст. Чек. Унтан аяккарах каймалла. Надо итти несколько дальше того места. Ib. Вăл тата аяккарах. Это ее дальше. КС. Вăсем ятлаçма тапратрĕç те, эп шурăм аяккалла. Они стали браниться, и я отошел всторону. Ib. Вăл ялтан аяккарахра тепĕр ял пур. Несколько в стороне от этой деревни есть другая. Ib. Эс арăмна аяккарахран ил. Ты возьми жену из более дальней местности. Ib. Эс аяккарахранах çавăрнса кил-ха. Ты уж сделай более далекий обход (или: обьезд; -ах выражает настойчивость или большую отдаленность). Ст. Чек. Тула аяккарах кайса лар. Усядься за нуждой (exonera alvum) подальше (от нас). Т.-И.-Шем. Унтан, вутне (улăмне) чĕртсе ярса, хĕвеле хирĕç виçĕ хут купăс каласа, алă çупса, ташласа, вут тавра çаврăнаççĕ: малтан аяккарахран çаврăнаççĕ, иккĕмĕш хут вут çывăхĕнчен çаврăнаççĕ, виççĕмĕш хут вара, вут çумĕнченех çаврăнса урисемпе ташласа таптаса, вута сӳнтереççĕ. Потом зажигают солому и трижды обходят вокруг огня, против солнца, с пляскою, играя на скрипке и хлопая в ладоши. Сначала они обходят держась подальше от огня; во второй раз — близко к огню, а в третий — около самого огня, при чем пляшут и ногами затаптывают костер. Альш. Йăран-йăран купăста, йăранĕ хушши аякра. Целые гряды капусты, на широком расстоянии одна от другой. Вĕсем (пит) аякра пурăнаççĕ. Они живут (очень) далеко | Меtaphor. Переносно. Крат. раз. 28. Кирек мĕнле çылăхран та аякра тăрать. Он далек от всякого греха. | Ст. Чек. Кăшт аякрарах пулĕ. Вероятно, это будет подальше. Кошк. Вĕсем вăл шертепе ăна аякран тĕртсе ярас тенĕ. Они хотели столкнуть его этою жердью издали (в воду). Т.-И.-Шем. Тrans. Малтан пынă чухне евчи хĕр ашшĕпе амăшне тӳрех каламасть, аякран пуçласа, çавăрса илсе, калать. В первое посещение сватун не сообщает родителям невесты о целях своего посещения прямо, а начинает свою речь издалека. Радон. Мăнастир патĕнчен иртсе каякан çĕнĕ çулпа кайман, мăнастиртен аякрарахран иртсе каякан кив çулпа тӳрĕ кайнă. Он не пошел по новой дороге, которая шла около монастыря, а пошел прямо, по старой дороге, проходившей несколько дальше от обители. || Альш. Аякри пуян пулса килеççĕ, тет те кусем (= кĕсем), хĕре килĕшеççĕ, тет. Они приехали, приняв на себя вид дальних богатых людей, и сосватали девушку. Эсĕ ăçтисем? — Аякри (или чаще: аякрисем). Ты откуда? (или: ты откуда будешь? ты чей такой будешь?) — Я дальний. Ст. Чек. Эпĕр, ачам, аякрисем пулатпăр. Мы, дитя мое, дальние (т. е. наша родина далеко). Ст. Чек. Ялтан аякрарахри (или: аяккарахри) хурăнсене касса пĕтернĕ. Те березы, которые росли подальше от деревни, все срубили. Ст. Чек. Пиртен чут аякрарахрисем выçăпа та аптăранă. Те, которые живут немного подальше от нас, даже голодали. Череп. Эпир, аяккараххисем, çавăнтах юлаттăмăр. Мы, более дальние (т. е. у которых родина была дальше), оставались тут же. Ст. Чек. Унтан аяккараххисем килĕнчен малтан тухса карĕç. Те, которые живут подальше (названного места), выехали из дома раньше. КС. Унтан аяккаллисене кунтарах исе хурăр. Те, которые (лежат) дальше его (ее), положите сюда поближе. Ст. Чек. Унтан аяккаллисене выçлăхра тырă параччĕç (i. q. паратьчĕç). Более дальним раздавали во время голода хлеб. N3. V. айăк.

айăк

(аjы̆к), i. q. „аяк“. Якей, Янгильд. и др. Non est neglegendum in gradu comparativo quartum quintumque huius nominis casum duobus modis vel a tertio vel a quarto positivi grados casu derivari posse. Utriusque derivandi rationis haec est differentia, quod ilia (айăккарахра, айăккарахран) rem aliquam non eodem loco esse aut non ex eodem, unde alia, loco proficisci significat, haec vero (айăкрарахра, айăкрарахран) earn, de qua agitur, rem in loco remoiiore esse aut ex loco remotiore proficisci demonstrat, ita lit maior locorum distantia ostendatur. При образовании сравнит. степени от косвен. падд. этого сущ. формы местного и исходного падд.,. образованные от дат.-вин. пад. (айăккарахра, айăккарахран) выражают лишь относительную отдаленность (нахождение в стороне от предмета или движение, исходящее из точки, лежащей несколько в стороне от предмета), тогда как те же формы, образованные от местн. пад., обозначают положительную отдаленность (нахождение поодаль или в некоторой отдаленности от предмета или движение, исходящее из точки более или менее удаленной ог предмета). Якей. Вăл мана айăкран тĕкре. Она толкнула меня в бок. Моляк. Вара тепĕр кунĕ, хăртнине кайсан, курнă: кусен пĕр утă пĕрчĕкĕ те айкка сикмен, тет. На другой день, когда он пошел на поляну, то увидал, что у них ни один стебелек сена не был стронут с места. Якей. Мăнастир панчен он пĕр çич çохрăм айăккалла пăрăнса иртсе каймалла полнă. Ему пришлось пройти, свернув верст семь в сторону от монастыря. Якей. Çолтан айăкра порнать. Живет в стороне от дороги. ЧС. Тата анне йĕплĕ пиçен татса килчĕ те атте айăккисене хурчĕ. Кроме того, мать принесла травы „йĕплĕ пиçен“ и положила ее по обоим бокам отца. Яжут. Чӳркӳре хĕрĕн тупăк айăккине кайса выртрĕ. Он пошел и лег в церкви около гроба девушки, сбоку. Якей. Хопах айккинче ĕссĕр çын выртат. Около кабака (сбоку) лежит пьяный. Якей. Ман айкка (ман çома) ларчĕ. Сел сбоку около меня. Ib. Йăвăç айккине пытанса ларчĕ. Спрятался у дерева. Ib. Çол айккипа кĕтӳ çитарса çӳрет. Пасет около дороги стадо. N. Кимĕ тепĕр айăккинче пулнă. Пором был на другой стороне или у другого берега. ЧП. Атăл леш айĕккĕнче (= айăккинче) хур кăшкăрат, ку айĕккĕне (= айăккине) каçасшăн. На той стороне Волги кричит гусь: хочет переплыть на эту сторону. Якей. Хора çырла (Iеgе: с̚’ирла) ампар айккисенче, ампар вырăньсенче, навослă çĕрте полать. Червый паслен(?) растет около надворных построек или на их месте, на навозной земле. Ib. Çот айккинче кĕтӳ çӳрет. На пригорке пасется стадо. Атнар. Ман айăкка виççĕн килсе тăчĕç. Подошли трое и встали около меня сбоку. Якей. Вăсам контан айăкра порнаççĕ. Они живут далеко отсюда. Ib. Ман айăкран виççĕн иртсе карĕç. Мимо меня сбоку прошло трое. Ib. Вăрманта эпĕр çиса ларнă чохне, айăкран пĕр çын сиксе тохрĕ те, пирн пата пырса тăчĕ. Когда мы сидели в лесу и ели, в стороне от нас неожиданно появился человек и подошел к нам. Ib. Эпĕр айăкран килтĕмĕр. Мы пришли издалека. Ib. Эпĕр онпа пĕрле айăкран пытăмăр. Мы с ним шли стороною. Атнар. Эс манран кĕт айăккарах кайса тăр. Ты ступай и встань немножко в сторону от меня. Хирле-Сир. Иккĕн вăрçнă чох, виççĕмĕшин айăккарах кайса тăрас полать. Когда двое дерутся, третий должен отойти в сторону. Ib. Утсам шу ĕçрĕç те, пĕверен айăккарах кайса тăчĕç. Лошади напились и отошли несколько в сторону от пруда. Атнар. Ку кĕнекея айăккарах хор. Убери эту книгу подальше. Б. Макл. Эс кăшт айăккарах кайса тăр. Ты ступай, встань немножко в сторону. Атнар. Çолтан айăккалла карĕ те, ларч. Пошел в сторону от дороги и сел. Якей. Мантан аяккалла çавăрăнса тăчĕ. Отвернулся и отошел от меня в сторону. Атнар. Айăкрарахран пытанса карăм та хыçалтан пырса тытрăм. Я пошел незаметно на некотором отдалении от него и схватил его сзади. Ib. Эп çанта тăнă чох, вăл çын мантан кĕт айăкрарахра тăратьчĕ. Когда я стоял там, этот человек стоял в некотором отдалении от меня. Атнар. Кошак йăтăран кĕт айăкрарахра выртать. Кошка лежит немножко дальше собаки. Хирле-Сир. Хочашран Лешкошкĕн айăкрарахра. Олешкино находится несколько дальше с. Хочашева. Атнар. Пӳрт çав айккинелле тайăлнă. Изба покосилаеь в ту сторону. Хирле-Сир. Ваçли варĕнчен ана айккинелле кар. Со средины загона Василий пошел к его краю. Ib. Крыссам ларияран тохса кĕлет айккинелле чопса карĕç. Крысы выбежали из ларя и побежали по направлению к амбару. Атнар. Çав çынтан айăккарахра пĕр çын тăратьчĕ. Несколько в стороне от этого человека стоял человек. Хирле-Сир. Канавран айăккарахра пĕр осал хорама ларать. Несколько в стороне от канавы растет дрянненький вяз. Атнар. Вăл çолтан айăккарахра тăратьчĕ. Он стоял несколько в стороне от дорога. Хирле-Сир. Эп çолтан айăккалларах пăрăнса тăтăм. Я отошел и встал несколько в стороне от дороги. Ib. Эс çолтан кĕт айăккалларах пăрăн. Ты немножко отойди от дороги. Якей. Утпа айăккалларах тыт. Ты держи (свою) лошадь несколько в сторону. Хирле-Сир. Стел храх айккинеллерех пăрăнса кар. Стол несколько покосился в одну сторону. Ib. Çил аврая çырма айккинеллерех илсе кар. Ветром унесло мякину к оврагу (так что часть ее попала в овраг: „айккинелле“ здесь значило бы только: в сторону оврага). Хирле-Сир. Атипа иккĕн чол тăкаппăр: ати варĕнчине, эп айăкрараххине тăкап. Мы, двое с отцом, насекаем жернов: отец — средину, а, я — ближе к краю. Якей. Çол айккинче пăру выртать. Около дороги лежит теленок. Ib. Хопах айккинче эреке ĕççĕ лараççĕ. Сидят около кабака (сбоку) и пьют водку. Хирле-Сир. Пуçтери ĕстел айăккинчерехре выртать. Гребень лежит около края стола. Якей. Хĕрĕнчи лаши çол айккипа чопса пырать. Пристяжная бежит по краю дороги. Якей. Çолтан айăкра пĕр йăвăç ларать. В стороне от дороги растет дерево. Хирле-Сир. Çăмăр тивесрен йăвăç айккине сĕвенсе тăтăм. Я укрылся („прислонился“) от дождя под деревом. Якей. Тăтăм та чукун çол айккипа отрăм. Я встал и пошел вдоль полотна железной дороги. Ib. Вăрман айккипа çол пырать. Вдоль опушки леса тянется дорога. Ib. Туй иртсе кайнине çол айккинче пăхса тăтăмăр. Мы смотрели на проезжавшую свадьбу, стоя близ дороги. Ib. Çол айккине навос тăкрĕ. Свалил навоз близ дороги. Собран. Пӳрт айккинче чĕн пушă çакăнса тăрĕ. (Çивĕт). На стене избы будет висеть ременная плеть. (Загадка о женской косе). Панкли. Пăр (= пĕр) шăтăк анчах хăвартăм сарай айккине. Оставил в стене сарая только одно отверстие.

айюм

i. esse videtur, q. аййăм. Тай. Т. Айюм, айпум (lege: туййăм, туййăм)! темесен, туя илсе каймаççĕ. Если не сказать: айюм, айюм, то не возьмут на свадьбу.

авал

(авал), a v. arab. [араб сăмахĕ], primus, от араб. ӓӳӳӓл, первый. Antiquitus, quondam, olim, superioribus temporibus, в старину, в старое время, некогда, давно. Т.-И.-Шем. Унтан хĕрĕ те, упăшкине ятран каласа, тав туса ĕçтерет. Арăмĕ тата хăюсăр пулать, нимĕнпе те каласшăн пулмасть. Ăна вара пурте тытăнса ирĕксĕрлесех калаттараççĕ. Апла та каламасан, упăшки ăна (авал) вăрмана илсе кайса, аташтарса, хăй ятне каласа кăшкăрттарнă. Потом и невеста называет жениха по имени и подает ему пива, приветствуя его. Невеста бывает еще более нерешительна, и никак не хочет назвать имени своего мужа. Тогда все, сообща, заставляют ее сделать это принудительно. Если и при этом она все-таки отказывается выполнить этот обряд, то (в старое время) муж заводил ее в лес, в такое место, чтобы она заблудилась и не нашла дороги, и таким образом заставлял ее невольно крикнуть себя по имени.

авăн ил

(авы̆н ил’), e spicis grana quolibet modo excutere, молотить (каким бы то ни было способом). НАК. Кĕр-кунне авăнсем илсе пĕтерсессĕн. Осенью, по окончании молотьбы. Алших. † Тек тырăпа пулас мар, авăн илмесĕр юлас мар. Не все возиться с хлебом, надо обмолотить его. (Сомн. песня). Cf. Магн. 45.

автан сăри

(авдан с̚ы̆ϱиы), parentalia autumnalia, ita dicta, quia tunc temporis gallum mactare mos est. Осенний праздник по случаю помановения усопших. V. Магн. 179 sqq. || Т.-И.-Шем. „Автан сăри“ — ăна ĕç пĕтсен тăваççĕ. „Петушиное пиво“ — его совершают по окончании полевых работ. Ib. 206. Автан сăри йĕтем уйăхĕнче уйăх таврăнсан кĕçнерни-кун каç (эрне-каç) пулать. Унччен малтан сăра тăвса хатĕрлесе хураççĕ; сăрине тунă асли ĕлкĕрсен те, сăрине сĕрнĕ чух та малтан вилнĕ çынсене хываççĕ, унтан хăйсем астивеççĕ. Кĕçнерни-кун икерчĕ пĕçерсе, çимĕçсем пĕçерсе, эрек илсе хатĕрленсе тăраççĕ. Ăрама тухса автан пусаççĕ, автанин тĕкне-мамăкне ăрамах вĕçтерсе хăвараççĕ. Каç пулсан вара хăй çутас умĕн Мун-кунти пекех ăратнисене чĕнсе пуçтарса, алăк патне сĕтел лартса, çуртасем çутса (самодельные свечи), чĕреспе чашкă лартса вилнĕ çынсене хываççĕ. Кил хуçи сĕтел хушшине минтер çине улăхса вилнĕ çынсене кĕтсе ларать. Хывма Мун-кунти пекех хываççĕ; кашни хываканнĕ калать: „Умăнта пултăр, сĕт кӳлĕ пултăр; эпир асăнатпăр, эсир ан асăнăр“, тет. Хывса пĕтерсен хывнине тула хапха умне кăларса тăкаççĕ, унта камалсăрсене хывма виçĕ пĕчĕкçĕ икерчĕ, куркапа сăра е шыв илсе тухаççĕ, савăтсене чӳхесе тăкма витрепе таса шыв илсе тухаççĕ. Кĕнĕ чух савăчĕсене пăлтăра лартса хăвараççĕ, витрипе пӳрте пусăран шыв ăсса кĕреççĕ: „Çурт телейлĕ пултăр, тулли марри тулли пултăр“, тесе. Хывса кĕрсен вара кĕрекене сĕтел лартса ĕççĕ çиеççĕ те, тепĕр çын патне кайса çавăн пекех хывса ĕççĕ çиеççĕ. Çĕрĕпе, ĕрет тухичченех çапла хывса ĕççĕ-çисе çӳреççĕ. Обряд петушиное пиво справляют в месяце йĕтем уйăхĕ, после полнолуния, в четверг вечером. Перед этим заранее варят пиво. Как в то время, когда поспеет сусло для пива, так и тогда, когда процеживают пиво, сначала совершают возлияния (libationes) умершим, а потом пробуют сами. В четверг приготовляются к совершению обряда: пекут блины и другия кушанья и покупают водки. Выходят на улицу и колют петуха, при чем перья и пух его разбрасывают по воздуху тут же на улице. Когда завечереет, то перед тем, как зажигать огни, собирают, точь-в-точь как на Пасхе, всю родню, ставят у двери стол, засвечают самодельные свечи, ставят черяс и чашку и приносят жертву умершим. Хозяин дома садится за стол, на подушку, и ждет покойников. Самое жертвоприношение справляется совершенно так же, как и на Пасхе; каждый из участвующах в нем говорит: „Да будет это перед тобою, да будет молочным озером. Мы (вас) поминаем, а вы нас не поминайте“. По окончании обряда то, что принесено в жертву, выносится за ворота и здесь выбрасывается и выливается. Туда же выносят три маленьких блина и ковш пива или воды для принесения жертвы безродным покойникам, а также ведро с чистою водою для споласкивания посуды. Когда входят в избу, то посуду оставляют в сенях, а в ведре приносят в избу воды, почерпнутой в колодце. При этом говорят: „Пусть будет счастье в этом доме, и пусть неполное станет полным“. После принесения жертвы ставят в передний угол стол и пируют, а потом идут в другой дом, где привосят жертву покойникам и пируют так же, как и в первом. Таким образом они ходят по домам всю ночь, принося жертвы и пируя в каждом из них, до тех пор, пока не обойдут всю родню.

Тимĕр ака

Eadem vox (aка) etiam pro aratione atque satione vernali (KC et autumnali) accipitur. Также употребдяется для означения весенней ( КС и осенней) пахоты и сева. Череп. Акана тух, выходить на весеннюю пашшо. V. хыт сухана тух. Н. Седяк. Акана кайма лашасене кӳлсе тăратсан килти ватă ала çине хăмлапа тырă илсе лашасене хирĕç лашасем çинчен акать. „Ака тăвасси хăмла пек çăмăл пултăр, акнă тырă тути пултар, пĕр пĕрчĕрен пин пĕрчĕ пултăр“, теççĕ. Урамра ака умĕнчен çын каçармаççĕ. Когда запрятут лошадей, чтобы ехать на пашню и сев, старший в семье берет решето с хмелем и хлебом и, встав против лошадей, осыпает их хлебом (в хмелем?). Они делают это для того, чтобы пахота была такою же легкою, как хмель; чтобы зерно уродилось полное, и чтобы от одного зерна получить тысячу зерен. Когда едут с плугом по улице, то не дают никому перейти дорогу впереди плуга. Изамб. Т. Çĕр шит ытларах ирĕлсен чăвашсем акана тухаççĕ. Когда земля оттает несколько более, чем на четверть, чуваши выезжают на весеннюю пашню. Истор. Лешсем каланă: „Халĕ вăрçа кайса тăмалла-и? халăх паян-ыран акана тухас пек тăрать“, тенĕ. Те сказали: „Разве теперь время итти на войну? народ, не нынче — завтра, собирается папашню“. Изамб. Т. Ака пĕтсен хĕр-ачасемпе арçын-ачасем каçпала урамра пухăнса лараççĕ. По окончании пашни (под яровое и сева) девушки и парни собираются по вечерам сидеть на улице. Менч. Чист. Çур-кунне юр кайса пĕтсе çĕр шыв (ш̚ыв) типе пуçласассăн çĕр ĕçлесе пурăнакансем çурхи акана тухма хатĕрленеççĕ. Весною, когда сойдет снег и земля станет высыхать, земледельцы приготовляются выезжать на весеннюю пашню. Ч. С. Сĕрен пур ялăн та пĕр вăхăтра килмес: хăш ялта Мункунта тăваççĕ, хăш ялта акана тухас умĕн тăваççĕ. Сĕрен не во всех деревнях справляется одновременно: в однех его справляют на Пасхе, в других — перед пашней. ЧП. Сакăр лаша акара. Восемь лошадей пашут поле (или: запряжены в плуг). Сирах. 103. Санăн вăкăрусем акараччĕ. Твои волы пахали поле. Шурăм, 26. Атăл хĕрĕнчи чăвашсем аканне пĕр хутне-çеç тăвса парахнă, акма пуçламан-ха. Чуваши, живущие по берегу Волги, пахали только один раз, и еще не начали сеять. НАК. Çур аки пĕтерсессĕн вара, евĕчĕ çӳреме вĕреннĕ арăмсем etc. По окончании весенней пашни, женщины, привыкшие заниматься сватовством etc. Орау. Ака пĕтрĕ. Пашня и посев (весенние) окончены || Якей, „Ака“ — omne genus aratio, общее название всех родов пашни. Hinc derivata sunt: ыраш аки.

ака пăтти

(ага п̚ŏττиы, — п̚ы̆ττиы), sacrificium Tschuvascnorum, quod, fit tempore verno, sememe peracta, ita dictum, quia eius faciendi causa puis coqui solet. Моленье кашей по случаю окончания ярового сева. См. __Магн., 24. Сред. Юм. Тыр акса пĕтерсен кõлаçсĕм, çăмартасĕм, пăтă пĕçерсе асăнса çиеççĕ, çавна ака пăтти теççĕ. По окончании сева приготовляют и едят с молитвой белый хлеб, яйца и кашу; это называется „ака пăтти“. Н. Карм. Ака пĕтсессĕн ака пăтти чӳклеççĕ. Унта пăтă пĕçереççĕ, пашалу тăваççĕ. Ака пăтта чӳкленĕ чух çăмарта пĕçереççĕ, çынсерен, ăна вара пăтă çине ярса çияççĕ. После сева совершают моленье кашей, при чем варят кашу и пекут лепешки. Во время этого моленья варят яйца, по числу присутствующих, и едят их, положив в кашу. Н. Седяк. Ака туса пĕтерсен ака пăтти чӳклеççĕ. Çăмарта, пăтă пĕçерсе чӳклеççĕ. Сĕтеле урай варне лартаççĕ, ун çине хуранĕпе пăтă лартаççĕ. Вара килти ватă ак çапла каласа чӳклет. Чӳклеччен кĕрĕк тăхăнса хул-хушшине çĕлĕк хĕстерет. „Эй турă, пĕсмĕлле! Акнă тырă аван пултăр, пĕр пĕркĕрен пин пĕрчĕ пултăр. Пĕвĕ хăмăш пек, пуçĕ чакан пек пултăр. Иксĕлми ырлăх пар, ана тулли сурат, анкарти тулли капан пар...... Амин Ан пăрах, турă, çырлах“. Ӳксе пуççапăть, турра асăнса, виç хут. Чӳклесе пĕтерсен пĕр çăмарта хăвараççĕ, ăна вăрлăх çăмарти теççĕ. Вăрлăх çăмарти валли чăн пĕчĕк çăмарта хăвараççĕ, çăк пĕчĕк çăмартана автан çăмарти теççĕ, чăх çăмарти темеççĕ. Кăвакарчăн çăмарти пек анчах пулать вăл. Пĕчĕк, автан çăмарти пулмасан пысăк çăмартах хăвараççĕ, çав çăмартана çăкăр татăкĕ варрине хурса ана çине илсе кайса касă айне хураççĕ. Çапла ака пăтти чӳклесси пĕтет. Ĕлĕкрех ака пăттине ана çинчех хирте чӳкленĕ, халĕ килте. После весенней пашни и сева совершают моленье кашей. Приносят в жертву яйца и варят кашу. Ставят посреди избы стол, а на него — кашу в котле; потом старший в доме, надев на себя полушубок и заткнув подмыгаку шапку, молится так: „Во имя бога! боже, уроди нам хорошего хлеба; пусть от одного зерна будет тысяча. Пусть он будет ростом с тростник, а колосом с верхушку палочника (typhe). Подай нам неистощимое богатство: полон загон кладей, полно гумно скирд..... Аминь. Не оставь, боже, и прими жертву“. Призвав имя божие, он кланяется в землю трижды. По окончании моления оставляют одно яйцо, которое называют семянным яйцом. Для этого берется самое маленькое яичко, которое зовут петушиным, а не куриным, и которое бывает величиною не больше голубиного. Если нет такого яичка, то берут большое (т. е. обыкновенное) яйцо. Это яичко вкладывают в кусок хлеба и зарывают на загоне, под бороздою. Так оканчивается моленье. В прежнее время это жертвоприношение совершали вполе, а теперь — дома. Чăв кĕл. 14°. Ака пăтти кĕлли. „Е пĕсмĕлле, ырă турă, çырлах! Виç тĕслĕ тырă-пулăшăн асăнатăп-витĕнетĕп тайлă (Iеде: тайла) пуçпа, ăшă питпе, тутлă чĕлхепе. Пĕр пĕрчĕ акса пин пĕрчĕ илмелĕхне пар. Тăрри чакан пек, тĕпĕ хăмăш пек пултăр. Выççа килекене тăрантарса ямалăхне, сивве шăнса килекене ăшăтса ямалăхне пар. Амин“. Молитва, произносимая при молении кашей. „Во имя бога! Помилуй, святый боже! Прибегаю к тебе и молю тебя о трех родах хлеба, обращаясь к тебе с поклонною головою, с приветливым взором и сладкими речами. Сподобь нас от одного носеянного зерна получить тысячу. Пусть верхушка хлеба будет как у палочника, а комель — как у тростника. Подай нам средства, достаточные для того, чтобы отпустить сытым пришедшего к нам голодного и отогреть озябшего. Аминь“. Норв. Ц. „После пашни, помолившись, кладут в деревянную кадочку (ленкес) ложку каши и накрошенные яйца и зарывают назагоне („ана çине кайса вараççĕ“). Менч. Чист. „Ака пăтти — моленье после пашни или в середине ее“. Ib. Ака пăтти чӳкленĕ кун, день, в который совершается моленье „ака пăтти“. Ib. Во время „ака пăтти“ хуранĕпе чашăкне утă (scr. ута) çине лартаççĕ, т. е. котел и чашку ставят на сено. || В Череп. это моленье устраивается перед пашней (акана тухаччен), при чем каша и маленькое яйцо (вăрлăх çăмарти) зарываются на загоне.

аласăм-хăй

verba incerta in fabuia quadam posita, quibus senes pygmaei salutandi erant. Fortasse idem est atque алаккии салам, adaucta litterarum corruptione. Приветствие, с которым надо было обратиться к старикам-карликам (в сказке); м. б, искаженное араб. [араб сăмахĕ] V. алакким салам. Панклеи. Лаши: „Онта (scr. ăнта) чике тăршшĕ стариксам ларĕç“, тет „эс вĕсене ĕçлекне илте: „Аласăм-хăй!“ тесе кала“, тет. Ача вот хĕрне пырсан чăнах та чике тăршшĕ стариксане тĕл полать. Лашине айккарах кокарать те, стариксам патне пырса, ĕçлĕке илсе: „Аласăм-хăй“ тет. Стариксам: „Апла каламан полсан эпĕр сан поçна çиçа яраттăмăрччĕ“, теççĕ. Лошадь говорит ему: „Там будут сидеть старики-кардики, ростом в локоть; ты сними перед ними шапку и скажи: „Аласăм-хăй“. Парень подошел к костру, и действительно встретил там стариков-карликов. Он привязал в сторонке лошадь, подошел к старикам, снял шанку и сказал: «Аласăм-хай». Старики говорят ему: «Если бы ты этого не сказал, то мы тебя погубили бы».

алă

sive ал (алы̆, ал), 1) manus, 2) alter pedum priorum. 1) рука человена, 2) передняя лапа животного. N. „Алă çăвас пулĕ, тет.“. Он говорить: „Чай, надо руки вымыть“. N. Хускалтăм та, аллăм та урам та пулчĕ. Я сдвинулся с места, и опять стал владеть и руками и ногами. Тюрл. Алă шырăлса (i. q. шăйăрăлса) карĕ. (Я) натер себе руку. Альш. Аллисене каялла тытса пырать. Идет, держа руки назад. Сред. Юм. Алли токмак пик (i. q. пек). У него руки точно колотушки (большие). Артюш. 374. Икĕ аллине вишшер (i. q. виçшер) пĕрене хĕстерсе амăш; патне таврăнат. Он засунул себе подмышки по три бревна и возрашается к матери. Ст. Чек. Алли ĕçленине çийĕ çĕклĕ. Вăррăн алли илет те (вăрлат та), çийĕ çĕклет (ăна хĕнеççĕ); вăрă çинчен тата аллипе, вăйĕпе мĕн те пусан çĕмĕрнĕ çын çинчен çапла калаççĕ. За то, что сделаешь руками, придется расплатиться горбом. (Послов.). Вор ворует, и за это ему приходится расплачиваться (его бьют); эта пословица приводится тогда, когда говорят о воре или о человеке, который что-набудь разобьет. Заcтупл. 11. Вара икĕ ачине икĕ алла тытнă та çав утма-çулпа кайнă. Потом она взяла обоих детей в обе руки и пошла по тропинке. Хып., 07, 18. Алла алă çăвать, алă пите çăвать, теççĕ. Шaймурз. 391. Алă алла çăват, алă пите çăват. Рука руку моет, руки лицо моют. (Поcлов.). Сред. Юм. Кирак (к’ирак) кăçта пырсан та, (i. q. кирек ăçта пырсассăн та), ик алла пĕр ĕç. Куда ни придешь, везде для двух рук одно дело. (Послов.; т. е. без дела нигде не проживешь, везде надо работать). Собран. Алă тĕкĕнмесен алă çул выртать, теççĕ. Если не тронут руки, пятьдесят лет пролежят. (Послов.; т. е. если обходиться бережно, то вещи хватит надолго). Сунчел. † Аллăмри ал-çыххи аллă хут; „чĕн мерчен-и?“ тесе ыйтаççĕ. У меня на руках запястье в пятьдесят рядов. Меня спрашивают: „Это из настоящих кораллов?“ Собран. З55. † Икĕ алăра икĕ сулă, алă вĕçне шăнăçаймасть. На той и другой руке у меня два браслета, такой величины, что не умещаются на руках. Якей. Аллинче портă тытса тăрать. Держит в руке (в руках) топор. Шорк. Алă тăррĕн (алы̆ т̚ŏррӧн’) çӳрет. Ходит на руках. Сред. Юм. Хõласĕнче õлпõтсĕмпе (õлбõтсэ̆мбэ) майрасĕм алăрак тытăшса çӳреççĕ. В городах господа ходят с барынями под ручку. Б. Ара. Пур патне ал пырать. Если есть что-нибудь, то так и тянет (хочется) попользоваться им. (Послов. о сьестном, о деньгах и пр.). Собран. Ал тименни аллă çул выртнă, теççĕ. Если не трогать руками, то пятьдесят лет пролежит. (Послов.; см. выше). Якей. Ку ача алăран та кайма пĕлмеçт уш (или: ĕнт). Этот ребенок просто с рук не идет, т. е. все просится сидеть на руках. Ib. Ачая алла вĕрентнĕ. Ребенка навадили сидеть на руках. Ib. Вăл ман алла килешшĕн. Он (ребенок) просится ко мне на руки. Ib. Вăл он аллине пымаçть. Он (ребенок) не идет к нему на руки. Ib. Ачая алла ил. Возьми ребенка на руки. Ст. Чек. Аллупа пар та, урупа çӳре. Дай, да потом и ходи. (Послов. о неудобстве давать взаймы). Альш. Акă кунта пĕр упа аллисене тăратса акăрса килет, тет ку арăм патне. Вот идет к этой бабе с ревом медведь, поднявши передние лапы. Сред. Юм. Кăш (i. q. хăш) чõхне кõшак пĕчик пӳтексĕне малти õрипе питĕнчен çапать; çавна: „аллипе çõпать“, теççĕ. Иногда кошка бьет маленьких ягнят переднею лапою по мордочкам; тогда говорят, что кошка дает им лапкою пощечины (colaphizat, palma percutit). Якей. Йăтă алă парать. Собака подает лапку. То же и в Ст. Чек. Ст. Чек. Кушак аллипе питне çăват. Кошка умывается лапкой. || Тrans. В перен. см. Сред. Юм. Кин илсе те аллу кансах ан лартăр. Ман пõр õнта — каламасан, кõнĕпе те çыврĕ. Хоть и сноха будет в доме, а все не надейся, что совсем будешь свободна от работы. Вон у меня — если не скажешь, целый день проспит. Изамб. Т. 9. Ывăл ĕлкĕрчĕ ĕнтĕ, алăран суха-пуç карĕ ĕнтĕ. Сын вырос, теперь уж нет нужды пахать самому. Сред. Юм. Ним туни те çõк õн, пĕр-май ик аллине пĕр çĕре тытса ларать. Ничего не делает, сидит сложа руки (compressis, quod aiunt, manibus sedet). Якей. Она Йăван алли (аλλиы) турĕ. Это Иванова проделка (говоря о чем нибудь предосудительном). Ioannis consilio aut dolis factum est. Панклеи. Онтан ытти ват çынсам та Есрелĕ аллипе (Esreli opera) теминче çĕр çолхи асапран хăтăлчĕç. Потом и остальные старые люди избавились благодаря Эсрелю от вековых страданий. А. Прокоп. † Эпир илес хĕрсене каччă алли тиминччĕ. (i. q. тивминччĕ). О, если бы тех девушек, которых мы возьмем за себя (замуж), не коснулась рука юноши! (т. е. они были невинны; utinam illibata sit earum virginitas). Бугульм.? † Каччă алли тивсессĕн, пирĕн ача аллинче нухайкка. Если она окажется потерявшею девственность, то у нашего парня есть в руках нагайка. А. Сенчук. † Ял ялĕнчи хĕрĕсем каччă аллинче сарăхнă. Девушки других деревень пожелтели в руках юношей, т. е. утратили свою свежесть, расточая ласки юношам. Каша. † Кашасенĕн хĕрĕсем каччă курсан ялтăрат, каччă аллине ӳксессĕн сивĕ тытнă пек халтăрат. Девушка из деревни Елховоозерной сияют от радости, когда увидят юношей; когда же оне попадут в руки жениха, то как в лихорадке, трепещут (боясь возмездия за свою потерянную невинность). Синер. Мĕн алла кĕнĕ (= çакланнă, quod fors obtulerat), çавăнпа вата пуçларĕç, тет. Принялись бить чем попало. Кильд. Ш. Алла мĕн кĕнĕ, çавăнпа илсе çапнă ăна; алă айĕнче нимĕн те пулмасассăн сиксе тăрса урипе те пулин тапнă ăна. Бил его чем попало; если ничего не было под руками, то вскакивал и пинал его ногами. Чхĕйп. Чăваш халăхĕ Хусана вырăс патша çĕнтерсе туртса илсе хăй аллине илеччен тутар патша аллинче пурăннă. До завоевания Казани русским царем чуваши находились в подчинении у татарскаго хана („царя-татарина“) (in dicione regis Tatarorum fuerunt). Полт. Малороссия пĕтĕмпех поляксен аллине кайнă. Вся Малороссия подпала под власть поляков (sub imperium dicionemque Polonorum cessit). Чăваш халăхĕ вырăс патши аллине кĕнĕ. Чуваши подчинились русскому царю. Альш. Пирĕн алă çиелте. Мы одолели (в игре в мяч). Vicimus (ab iis dicitur, qui pila ludendo vicerint). Собран. 167, Ст. Чек. Аллăна пĕçерĕ, теççĕ. Руки обожжешь. (Послов.; т. е. заманчиво, но опасно). Сред. Юм. Ал киленеччин (i. q. килениччен) хĕненĕ. Отлупили (избили) как им только хотелось. Череп., Б. Ара. Алли кукăр. Furax est. Занимается мелким воровством. Сред. Юм. Аллине çыпăçать. Fur est. furatur. У него к рукам пристает, т. е. он крадет. Урож. год. † Ал ĕç патне пымарĕ. Не было времени заниматься этим делом. Ст. Чек. Алă пымасан ĕç тăвăнмас вĕт. Если не работать, то ведь дело не сделается само собою. Череп. Алли ĕç патне пымарĕ. Провел всю жизнь праздно. Сред. Юм. Ал айнерех пăрахăр. Ст. Чек. Алă айнерех хур. Положи (-те) поближе, чтобы при надобности можно было скоро достать. Истор. Çавăнпа вĕсем мулĕсене те ала айĕнче тытман, нумайĕшĕ çĕр айне алтса пытарнă. Поэтому они не держали при себе денег, а большею частью зарывали их в землю. Ст. Чек. Алă айĕнчен ачу-пăчуна ан яр. Не оставляй детей без присмотра. Якей. Аллине хыçалалла тытса анчах çӳрет. Слоняется без всякого дела. А. Прокоп. † Эпĕр пиллĕкĕн пĕр тăван, патша алли тиврĕ — уйăрчĕ. Нас пятеро единокровных, но разделила нас царская рука. || Litteras formandi modus singulis hominibus proprius, scriptura. Также обозначает почерк. Ст. Чек. Урăх çын алли пек çырать. Пишет чужим почерком. || Praeterea rei cuiusvis commoditatem significandi causa usurpatur. Также выражает удобство пользования какою-либо вещью. Ст. Чек. Ку лаша мана алă, илес-ха ăна. Эта лошадь для меня подходяща, надо ее купить. || Eodem nom. molarum, quas aптиркка dicimus, pars quaedam appellatur. Также часть обдирки (крупорушки). V. аптиркка.

ал татмалла выляни

(ал т̚атмала выл’аνиы), ludus puellarum, cuius ludendi causa in orbem consistunt. СТИК. „(В эту игру) играют в хороводах девки, стоя кругом и образуя кольцо“. || In Ст. Чек. еt Çĕнĕ-Кипек aliter luditur hoc modo. Ubi duo ludentium ordines iunctis manibus inter se contrarii constiterunt, facta sortitione, utri ludi initium faciant, singuli ex acie procurrunt, ut perrupto adversariorum ordine singulos eos quasi captivos secum abducant, quo suorum numerum augeant. В Ст. Чек. и Çĕн-Кипек играют иначе. Çĕн-Кип. Ал татмалла вылянă чухне пурте, кам выляс-тиекен, икĕ пай çине (lege: пая) уйăрлса тăраççĕ. Унтан çав икĕ пайсем икĕ çĕре, алран-ал тытса карталанса тăраççĕ. Унтан пĕр картинчен пĕр ачи тухать те, тепĕр картин икĕ çынăн тытăçса тăракан аллисем çине чупса каять. Унта вара вăл çав аллисене е уйăрса (татса) яриять, е лешсем хытă тытса тăнă пулсан, уйăрса яримаçть. Уйăрса ярсан, вăл хăйне пĕрле çав аллисене татса янă ачасенчен пĕрне çавăтса каять. Уйăрса яриман пулсан, хăй вĕсем хушшине тăрса юлать. Çапла вара вăййине пăрахачченех пĕр картинчен тепĕр картине чупса выляççĕ. Играющие разделяются на две партии, которые встают одна протав другой („в одно место“), схватившись руками и образуя два непрерывных ряда. Из одного ряда выходит мальчик и бежит, чтобы разорвать противоположную цепь. Если это ему удастся, он уводит с собою одного из тех, руки которых ему удалось разъединить; если же нет, то он сам встает между ними (в их цепь). Так играют, перебегая от ряда к ряду, пока не бросят игру. Ст. Чек. Çапла хире-хирĕç икĕ ĕрете алла-аллăн хытă тытăнса тăраççĕ. Укçапа е патакпа хăш ĕретĕ малтан чупмаллине пĕлсен ĕретĕн сылтăм енчи çынни чупат; вăл — хăне хирĕççипе ун çумĕнчи алла-аллăн тытăнса тăраççĕ, çавна татмалла. Тытсан татнă ĕретрен пĕрне илсе килет, татаймасан çав ĕрете хăй юлат. Таким образом (как будет показано на помещенном ниже чертеже) играющие встают в две цепи, одна против другой, крепко схватившись за руки. Когда бросят при помощи монеты или палки жребий о том, которому ряду бежать первому, бежит крайиий с правой стороны и старается разорвать цепь, образуемую рукою того, кто стоит насупротив (он будет крайним в противоположном ряду) и того, кто стоит рядом с последним. Если ему удастся сделать это, он уводит одного из цепи противников с собою, а если нет, то сам встает в их цепь. Ib. Хĕр-акасемпе ар-çын ачасем алăран алла тытăнса икĕ ĕрет хире-хирĕçĕн тăраççĕ. Хăш ĕретĕ вăйă пуçлассине пĕлме укçа пусан пĕр ĕретĕ ерул енне, тепĕр ĕретĕ ришкă енне йышăнат; укçа пулмасан патак, пĕр ĕретĕ патакăн пĕр пуçне, тепĕр ĕретĕ тепĕр пуçне йышăнат; укçанăн хăш майĕ çӳлелле, патак хăш пуçĕпе тăрăнса ӳкет, çав ĕретĕ вăйă пуçлат. Вăйă пуçлакан ĕретĕн сылтăм енче тăраканĕ алла-аллăн тытăнса тăракансенĕн аллисене татасшăн хытă чупса пырат. Аллисене татсан — алла-аллăн тытăшса тăракансем аллисене хытă тытса тăраççĕ — иккĕшĕнчен пĕрне хăй ĕретне илсе кайса сулахай енне тăратат. Аллисене татаймасассăн хăй çав ĕретĕн сылтăм енне кайса тăрат; вара ку ĕретрен чупма пуçлаççĕ, — татсан вăл чупакан ĕретренех чупмаллаччĕ. Çапла пурте чупса тухсан вăйă пĕтереççĕ. Девочки и мальчики берутся за руки и становятся в два ряда, из которых один стоит против другого. Чтобы решить, кому начинать игру, мечут жребий: если есть монета, то монетой, при чём один ряд мечет на орла, а другой на решетку (решку, плату), а если монеты не случится, то — палкой, и тогда один ряд берет себе одан, а другой — другой конец палки. Которою стороною упадет монета или которым концом ткнется брошенная палка, тому ряду и начинать. Тот, кто стоит на правом конце ряда, начинающего игру, старается разорвать с разбега противоположную цепь. Если ему удастся разорвать эту крепкую цепь, то одного из пары он уводит в свой ряд и ставит его на девую сторону; если же нет, то он сам встает на правую сторону этого ряда, и тогда бежит уже этот ряд. Если бы бегущему удалось разорвать цепь, то очередь бежать осталась бы за его рядом. Когда таким образом сбегают все, игра оканчивается.
[Ӳкерчĕк]
Стюх. † Айта, Марье, сар Марье, ал татмалла вялар-и? Пойдем, Марья, русая Марья, играть в игру ал татмалла?

алă тыт

(т̚ыт), prehendere alicuius dexiram, здороваться (или прощатьея) за руку, брать за руку. Ст. Чек. Алă тытса тухрăм. Я поздоровался со всеми за руку. БАБ. Пурте çĕлĕк илсе алă тытса тухрĕçĕ, тет. Все они сняли шапки и поздоровались с ним, один за другим, за руку. Альш. Юлташсемпе-пĕлĕшсемпе алă тытса уйăрăлтăмăр. Мы попрощались с товарищами и знакомыми за руку. Сбор. мед. Вăл çын пĕр пĕр сывă çынпа алă тытсассăн, унăн чирĕ сывă çыннăн алли çумне те çыпçăнса юлать. Если он поздороваетея за руку с здоровым человеком, то его болезнь пристанет и к руке последнего. Альш. Çĕнĕ çын „шыв пуçласа“ килсен çав ăсса килнĕ шывĕпе яшка çакса яшка пĕçерсе парать. Яшка пиçсен, антарсан аратнисемпе пуринпе те виçшер кашăк шӳрпе сыпать; „алă тытса пыр çиес“ теççĕ çавна. Когда молодая придет с речки, куда она пошла впервые за водой, она варит на этой воде похлебку. Когда похлебка поспеет и ее разольют, она выхлебывает с каждым из своих родственников по три ложки похлебки; это называется „поесть, подав друг другу руку“. (В другом месте рукописи о том же обряде сказано: „Çакна: алă тытса пыр çинĕ, теççĕ“.

амал

(амал), a v. arab. [араб сăмахĕ], medicamentum. Venenum. Лекарство. Яд. Янгильд., Пандик., Пшкрт. и др. Якей. Паян аптеккăран кĕçĕ амал, (pro амалĕ) илсе килтĕм. Сегодня я взял в аптеке лекарства от чесотки. || Амал ĕççĕ вилнĕ. Принял яд и умер. Якуш. Пĕрре кукша кайăка карĕ, тет; ăна валли килнĕ çĕре амăшĕ ăна валли (repetitгo vitiosa) йĕкерч амал ярса пĕçерчĕ, тет. Однажды плешивый ушел на охоту. К его приходу мать напекла ему блинов с отравой. Якей. Ăна (или: она) амал парса вĕлернĕ, тет. Говорят, что его огравили, V. эмел, амаль.

анатри

(анатϱиы), ad inferiorem fluminis partem situs. Qui accolit partem fluminis inferiorem. Qui habitat in provinciis, quas анат appellamus. Низовый. Находящайся ниже по реке. Находящийся в низовье Волги, ниже по Волге или в губерниях выше упомянутых (см. анат). Торай. Таçти анатри хуçасем Иван патне тавар тиесе яраççĕ, тет те, пăт-чĕреспе укçа илсе каяççĕ, тет. Невесть какие дальние кунцы с низовья шлют к Ивану грузы товаров, и увозят от него деньги целыми пуловиками.

антăрат

(анды̆рат), i. q. анăрат. Metaph. molestiam afferre, vexare, надоедать, мучить. Зап. ВНО. Ача премĕкшĕн антăратрĕ. Ребенок (или: мальчик) надоел, прося пряников. Тип-Сирм. Çакăнтан кайран вăл вырăсне: „Тăлăп илсе пар,“ тесе пĕре те антăратман. После этого она никогда не надоедала мужу („своему русскому“) просьбами купить себе тулуп. Хып., № 7, 06. Пирĕн чăваш халăхне те ĕнтĕ пĕтерсе, пурăнăçне антăратса нушара тытса тăракан — тĕттĕмлĕх, ăс çитменни. И жизнь наших чуваш заедает невежество и недостаток понимания.

апла-çке

(-с’кэ), recte dicis; ab eo dicitur, qui, postquam rem aliquam veram esse negaverit, allatis аb altero arguments de sententia decedere cogatur. Да, в самом деле так! Ст. Чек. Эп каланине астумăснам (= астумастăн-ам)? ак çапла каларăм вĕт эпĕ. — Апла-çке! Разве ты не помнишь, что я тебе сказал? ведь я говорил тебе вот так. — Да, да, в самой деле так! || Etiam ironice dicitur. Иногда иронически. Изамб. Т. Санăн улма нуммай; пĕр икĕ пăт илсе тух та, пире валеççĕ пар. — Апла-çке! у тебя яблоков много, вынеси пудика два и раздай нам. — Да, с тобою нельзя не согласиться! В Орау. здесь скажут: „çапла мар-и“ или: „юрĕ“).

ар-çури

ар-çори, ар-çурри, ар-çӳри (арз’удиы, арз’оϱиы, арз’уϱϱиы, арз’ӳри). i. e. quasi vir? Cf. ама çурри. Ita appellator daemonum silvestrium genus, capite permagno, oculis vero minutissimis, ut qui grani millii magnitudinem non excedant, qui viatores per silvosa loca iter facientes insectari creduntur identidem ciamantes, ut denticulos suos sibi comedendos praebeant; quos consecuti titillando interimere, dentesque eorum evulsos avidissime devorare dicuntur. Ex hominibus sepulcro carentibus fieri atque in varias formas transfigurari posse putantur. Ignem, aquam, salem, canem reformidare dicuntur. Quibusdam locis quasi in deorum numero habentur, sacrificiisque modicis honorantur. De his narrantur fabulae permultae, quas omnes hoc quidem loco recensere a proposito nostro alienum est. Alii (хиртисем) feminam esse volunt mammosam, inusitata magnitudine, quae ostendens genitalia cum risu impudentissimo viatores ad se vocare soleat; alii, omissa impudentia, pueros ab ea duos dorso portari dicunt, qui mammas eius ad tergum reiectas sugant. V. Paasonen H. Csuvas Szójegyzе́k, 51., Mе́szaros Gyula, A csuvas ӧsvallás emlе́kei, 51, 52 || Название лесного духа. Рекеев. У чуваш есть предание, что в старину в лесах жили арçурри — род обезьян, которые старались встретиться в лесу с человеком. Они очень любили полакомиться человеческими зубами, для чего щекотали человека, вырывали у него все зубы и глотали (их?). Арçурри отыскивал человека ло голосу, обманно отвечая на крик человека. Арçурри очень боялся рек, ключей и вообще воды. Приближаясь к человеку, он спрашивал: „Шыв вирелле каятна, шыв юхалла каят-на?“ (ты идешь против течения или по течению?). На что догадливые чуваши отвечали: „Юхалла, юхалла (по течению), чем и спасались от арçурри. Дело в том, что говорить: „шыв вирелле“ (против течения) нельзя было, потому что арçурри живо обежит исток или начало ключа или речёнки и живо явится к человеку; а если ответить ему: „шыв юхалла“, то он знает, что устье реки обойти невозможно, и оставляет человека в покое.“ || Говорят, что в прежнее время был обычай уводить в лес и умерщвлять больных, старых и увечных; души их, бродившие с криком по лесу, назывались ар-çури. || Якей. „Арçури — души убитых и не получивших напутствия (кĕл тутармасăр çапса пăрахнă çынсен чонĕсем). Шорк. Ар-çори — дух, обитающий в лесу; его можно видеть в разных видах. Он очень громко кричит, и если человек заплутается в лесу, то ар-çори откликается на его крик, сам зовет (его) и таким ооразом завлекает в самую глубь леса; иногда же сам гонится за человеком, зовет его по имени и хохочет. Избавиться от него можно крестом, вырезанным из земли. Ст. Чек. Арçури принимает разные формы, знает имя человека, щекочет его, и человек умирает. Нюш-к. Хĕр ача тăвса вăрмана кайса пăрахса витмесĕр хăварсан ултав ачи арçури пулать. Если девушка родит ребенка и бросит его в лесу, не прикрывши (землею?) то пригулыш обращается в арçури. V. Магн. 194. Ib. Çын шăмми те тăпра айне кĕмесен арçури пулать. Также если кости человека не будут зарыты в землю, то они обращаются в арçури. Ib. Арçури шăмă хышлакан кайăкран тарса çӳрет. Арçури убегает от зверя, который гложет кости. С. Хочашево. Арçорри тона-шăннинчен полать. Арçорри происходит из берцовой кости. Собран. Арçури вăл качча кайман хĕртен çуралнă, тет. Ăна çав хĕр çуратсанах сĕм вăрмана кайса пăрахнă, тет. Вăл вара ӳсе-ӳсе питĕ пысăк çын пулса виçĕ юман тăррине улăхса ларнă, тет. Унăн сăнĕ тĕм-хура, çӳçĕ вăрăм, тăват куçлă, тет; куçĕсем иккĕшĕ малта, иккĕшĕ хыçалта, тет. Виçĕ алăллă, виçĕ ураллă, тет. Çав ар-çури вăрманта хăй патĕнчен çын иртсе каякана çынăн ячĕпех кăшкăрат, тет; çынни те ăна хирĕç кăшкăрсан ун патне вăрмана шатăртаттарса пырат, тет те, тытса çисе ярат, тет. Говорят, что арçури родился от (незамужней) девушки. Мать, родив его, тотчас же отнесла новорожденного в дремучий лес и там его забросила. После этого он стал рости, и наконец обратился в огромного человека и засел на вершинах трех дубов. У ар-çури совсем черное лицо, длинные волосы и четыре глаза: два спереди и два сзади. У него три руки и три ноги. Человека, который проходит лесом мимо него, он кличет по имени, и если тот откликнется на зов, то арçури подбегает к нему, поднимая треск по лесу, схватывает его и съедает. Чуратч. Ц. Арçӳри вăрманта пурăнать. Вăл хĕр ачасем арçын-ачасемпе вылясассăн пулнă ачаран пулать. Хĕр ача çуратсан, çынсенчен намăс тесе, час-часах ачине вĕлерсе, çынсем сисеччен, пĕр-пĕр çырмана пăрахаççĕ. Хыпаланса вĕсем ачи çине пĕр тăпра пĕрчи те пăрахмаççĕ. Çавăнпа вара: тăпра сапманшăн, кĕлтумасăр вилнĕшĕн, тата хăй ачине хăй вĕлернĕшĕн, çав ача вăрмана кайса арçӳри пулат. Хăйне пăрахнă кун çав арçӳри кăçкăрса çӳрет, тет. Ар-çӳри живет в лесу. В арçӳри обращается ребенок, который родится в том случае, если девушки играют с юношами. Когда девушка родит, то, из стыда перед другими, часто убивает ребенка и бросает его тайком куда-нибудь в овраг. Второпях девушки (оставляют ребенка), не бросив на него ни одной порошинки земли: Поэтому ребенок, так как его не посыпали землею и не отпели, и так как мать убила свое родное дитя, уходит в лес и обращается в ар-çӳри. Говорят, что в тот день, в который его бросили, ар-çӳри ходит и кричит. СТИК. Чăвашсем каланă тăрăх (руссицизм) арçурри çынна питĕ кăтăклат: хăй ахăлтатат, хăй кăтăклат. Арçуррие вĕлерсен ун пĕр тумлам юнĕнчен тата арçурри пулса тăрат. Арçурри вăрманта пурăнат. Пĕрре пĕр çын арçуррие каçпа уйăх çутипе вăрман тăрринче çăпата туса ларнине курнă. Ун аллинче пĕр турат, тет, шĕшлĕ вырăнне. По словам чуваш, арçурри щекочет людей: сам хохочет, а сам щекочет. Если убить арçурри, то из каждой капли его крови нарождается новый. Арçурри живет в лесу. Однажды один человек видел вечером, при свете месяца, как арçурри сидел на дереве и плел лапти. В руке у него был, вместо кочедыка, сучек. Собран. Тата пысăк вăрмансенче ар-çурри пур, теççĕ. Вăл тĕклĕ, тет. Унăн пуçĕ пысăк, теççĕ, куçĕ вир пĕрчи пек кăна, теççĕ. Вăл çынна курсан: „Катьтя пар!“ тесе чупат, теççĕ. Вăл вăрманпа тан, тет. Еще говорят, что в больших лесах есть арçурри. Он покрыт шерстью. Голова у него большая, а глаза лишь с просяное зернышко. Говорят, что если он завидит человека, то бежит к нему и кричит: „Дай мне твои зубки!“ По своему росту он, будто бы, ровен с лесом. Арçури вăл вăрманта пурăнать тата вахăчĕ-вăхăчĕпе вăл лупашкара пурăнать. Вăл этем е пĕччен çĕрте пит аптăратать, вăл йытăран пит хăрать. Ăна йытăпа хăвалаттарсан вăл çине (i. е. çынне?) пит йăлăнса чарма хушать. Арçури живёт в лесу, а иногда и в овраге. Он очень одолевает человека, когда последний один, но очень боится собаки. Если станешь травить его собакой, то он начинает умолять человека, чтобы тот отозвал (унял) собаку назад. Якей. Ар-çури вăл хĕсепсĕр вилнĕ çынсенчен полать; вăсам вăрманта порнаççĕ. Вăрманăн тăват кĕтессинчен тăваттăн тохса кăçкăрса пĕр çĕре похăнаççĕ. Вăсам „онта кама, хăçан, хăш вырăнта хăратмаллине шотлаççĕ. Арçури çынна вĕлермест, анчах хытă хăратать. Люди, умершие неестественною (чувашин перевел: „ненормальною“) смертью обращаются в арçури; они живут в лесу. Четверо их выходят из чеырех углов леса и с криком сходятся на одном месте. Там они совещаются о том, кого, когда и в каком месте пугать. Арçури не убивает человека, а только очень пугает. Шерче-к. Арчури (ita tribus locis scr.) вăл питĕ хăратакан япала. Вăл усал сывлăш. Вăл сарăмсăр вăрманта пачăшка умăнче çылăхине каçарттармасăр, турă юнне сыпмасăр вилнĕ çынтан пулать, теççĕ. Тата калаççĕ: мĕлле майпа вилнĕ, çавăн пек курăнса хăратать, теççĕ: хĕлле сивĕпе шăнса вилнисем çулла та кĕрĕкпе... (hic non lrgitur) çунапа çӳреççĕ, теççĕ; йăвăç айне пулса вилни пĕрех-маях кăçкăрать, теççĕ; йăвăç каснă чух йăвăç çинчен ӳксе вилни йăвăçсене касса, çĕмĕрсе çӳрет теççĕ. Тата хăш-хăшĕ иртсе пыракан çын ятне каласа хыçран чупать, теççĕ. Ар-çури очень пугает людей. Он — злой дух. Говорят, что он происходит из человека, неожиданно погибшего в лесу, без покаяния и причащения. Говорят еще, что он появляется и пугает людей в том самом виде, в каком погиб: те, которые замерзли зимою, ездят и летом в шубе... и на санях; тот, кого задавило деревом, все время кричит; тот, кто, во время рубки, упал с дерева и разбился на смерть, рубит и ломает деревья. Некоторые бегут за прохожими и кличут их по имени. Ib. Çавăн пек виçĕ-тăватă хут тăварса ячĕ ман лашана арчури. Вара эпĕ шукăшласа илтĕм те ĕлĕкхи аслаттесен сăмахисене, кӳлтĕм лашана сулахая, вара киле тул çутăлнă çĕре лăп çитрĕм. Таким образом ар-çури распрягал у меня лошадь раза четыре. Тогда я вспомнил старинные дедовские рассказы, запряг лошадь на левую сторону, и к рассвету доехал до дома. ЩС. Хĕрсем, арăмсем хăйсен ачисене вĕлерсе упашкана пăрахсассăн вăсем ар çӳри пулаççĕ, тет. Если женщина или девушка убьет своего ребенка и забросит его в овраг, то он обращается в ар-çӳри. Собран. 195°. Ар-çури вăрманта пурăнать, теççĕ. Вăл арçури хĕр ача çуратса пăрахнăстерĕнчен (i. q. пăрахнăскерĕнчен) пулать, теççĕ. Вăрманта арçури кăчкăрнипе илтсессĕн хирĕç кăчкăрма юрамаçть: хирĕç кăчкăрсассăн килсе çисе ярать. Кăчкăрсассăн та тăват-пиллĕк хуччен кăчкăрас пулать, вара ар-çури: „Этем ывăлĕ-хĕрĕ мăшкăлать“, тесе пымаçть, теççĕ. Ар-çури живет в лесу. Говорят, что в ар-çури превращается ребенок, рожденный и брошенный девушкою. Если услышишь в лесу крик ар-çури, то на него нельзя откликаться, иначе он подойдет и съест. Если же откликнешься, то надо сделать это четыре или пять раз; тогда ар-çури скажет: „Это люди передразнивают меня“, и не подойдет. Собран. З77. Ар-çурие шыва май тесен пырат, тет, шыва хирĕç, тесен тарат, тет. Говорят, что если ответишь арçури: „По течению“, то он подойдет, а если скажешь: „Против течения“, то он убежит. (Это неверно, см. выше). Ямбулат. Вăл тата йытăран, вут-кăвартан, тăвартан питĕ хăрать, теççĕ. Говорят, что он (ар-çури) очень боится собак, огня и соли. Перв. Тувси. Арçури кӳлнĕ лашана тăварса ярать, теççĕ. Говорят, что ар-çури распрягает у проезжего запряженную лошадь. Ib. Чăвашсем: ар-çури çыпăçсан çăкăр татăки ун енелле утас (= ывăтас) пулать, теççĕ. Чуваши говорят, что если привяжется (на дороге) ар-çури, то надо бросить в него („в его сторону“) куском хлеба. N. Тăпра çын çине лекмесен ар-çури (scr. ара çури) полать. Если на умершего не попадет земли, он обращается в ар-çури. Сред. Юм. Ар-çӳрин тõмтир пõлать, тет; çав тõмтире тõпса тăхăнсан çынна никам та кõраймас, тет, õ вара таçта япала кĕрсе илме те пõлтарать, тет, пĕр пус õкçа тӳлемесĕрех. Çавăн пик пĕр çын вăт чăртнă (i. q. чĕртнĕ), тет те, çывăрма выртнă, тет. Хăй выртнă чõхне пĕр ар-çӳри пычĕ, тет, ăшăнма, тõмтирне астумасăр хăварнă, тет. Кõ çын çав тõмтире тăхăнса темле макаçăнсĕнчен кĕрсе тавар илсе тõхса тем пик пуйса кайнă, тет. Тулккĕ (тул’к’к’э̆) хывса пăрахма йорамас, тет, õ тõмтире. Çав çын пĕре хõларан таврăннă чõхне пит ăшă пõлса õрапа çине хывса хõнă, тет те, çавра çил пычĕ, тет, вĕçтерсе те, ар-çӳри тõмтирне вĕçтерерчĕ кайрĕ, тет. Çавăнтан вара ĕнтĕ халь никам та топаймас, тет, çав тõмтире. Говорят, что ар-çӳри носит одежду, и если кто-нибудь найдет ее и наденет на себя, то сделается для всех невидимым и тогда может всюду входить и брать товар, не заплатив за него ни копейки. Рассказывают, что однажды один человек разложил костер и лег спать. Пока он спал, к огню подошел погреться ар-çӳри, и ушел, позабыв у костра свою одежду. После этого тот человек заходил в самые лучшие магазины, забирал там товары и страшно разботател. Только, говорят, эту одежду снимать нельзя. Однажды, когда этот человек возвращался из города, было очень жарко, и он снял с себя одежду, оставленную ему арçӳри и положил на телегу. Вдруг поднялся вихрь и унес одежду. С тех пор, говорят, никто не может ее найти. Ib. Ар-çӳри çапăннă. Ар-çӳри çапăнса çынна чирлеттерет, тет. Леший натолкнулся. Говорят, что если на человека натолкнется леший, то человек захворает. V. Магн. 247, 112. С. Богатыр., Ядр. Пошăт каснă чох çак çынсен çывăхĕнчех ар-çори кăшкăрма поçларĕ, тет. Кăшкăрать, тет, хăй этем пек, анчах темиçе тĕслĕ саспа та, тет. Когда они рубили лыки, совсем близко от них стал кричать ар-çори. Он, будто бы, кричит по-человечьи, но на разные голоса. Ib. Пĕрре пĕр çын Шопашкара сотăпа кайнă, тет. Пер вăрмана çитсен каç полчĕ, тет. Пĕр çырма патне çитсен лаша омĕнче арçори шори! кăшкăрса ячĕ, тет те, лаша топах тăчĕ, тет, нимскер тусан та каймасть, тет, малалла. „Чим-ха, эпĕ илтнĕччĕ мĕн тумаллине“, тесе каларĕ, тет, çын. Вара йоман патак касрĕ, тет те, ăна çорса çурăкне савăл çапса лартрĕ, тет. Вара арçори: „Ай-ай, ай-ай!“ тесе кăшкăрма поçларĕ, тет. Унтан вара çын савăлне кăларчĕ, тет те, арçори тарчĕ, тет. Как-то раз один человек поехал в Чебоксары продавать хлеб. Доехал он до леса, и наступил вечер. На краю одного оврага вдруг впереди лошади раздался пронзительный крик арçори. Лошадь остановилась, как вкопанная, и ни за что не хотела итти вперед. „Постой-ка!“ сказал человек: „я слышал, что тут надо сделать!“ Он вырубил дубовую палку, расщепнул ее (с конца) и забил в расщеп клин. Как только он это сделал, арçори закричал: „Ай-ай! ай-ай!“ Тогда человек вынул клин, и арçури обратился в бегство. Панклеи. Ар-çури вăл вăрманта çапса пăрахнă çынсанчен полать, тет. Говорят что в „арçури“ обращаются люди, убитые в лесу. Хорачк. Арз’уϱи вы̆л п̚олны̆ без время (siс!) вилнэ̆ с̚ын. Арз’уϱиы полза. С’олда лы̆кра хы̆н’џа вилнэ̆ ҕон т̚оҕат. Арçури — человек, умерший безвременно (т. е. неестеств. смертью). Он обратился в арçури. Ежегодно, в день своей смерти, он показывается (на свет божий). — У М. Ваçильева ар-çури указывается в числе божеств 7-го разряда. || Convicium est in puellam non satis verecundam. Переносно „ар-çури“ означает женщину, похожую в своем поведении на мужчину, нескромную. Череп. Ку хĕр чисти ар-çурри! Эта девка большая безобразница! (ведет себя без скромности, свойственной ее полу). СТИК. Ахтар! арçурри-ĕçке çав! Ах, какая безобразница! || Сред. Юм. Ар-çӳри пик çõхрать. Кричит как „арçӳри“. Так говорят о том, кто очень кричит (пит çõхракан çынна калаççĕ). Абыз. Ар-çури пек сиккелесе çӳрет. Прыгает, как ар-çури (говорят об отчаянном. Çĕн-Кипек. „Вăл (хĕр-ача) арçури пек (арçын ача пек), тĕр тума та пĕлмеçть.“ Она (девушка), как ар-çури (как парень), и вышивать-то не умет. Некоторые говорят, что ар-çури — женщина, высокая, с большими грудями, с волосами до земли. Cf. Paasonen, Csuvas Szójegyzе́k, 5. Ст. Чек. Пăхрăм çул çине. Темĕскер çӳлĕ те хулăн çул çинче тăрат. Хĕр-арăм евĕрлĕ, пĕвĕ ман икĕ пӳ чухлĕ, хыçĕпе ман енелле тăрат, çӳçĕ ура тупанĕ таранчченех. Эпĕ вăл тăнă тĕле çитесси пĕр вунă хăлаçа яхăн юлса чарăнтăм. Мана хай япала ятпа чĕне пуçларĕ. Сасси хăйин ман салтакра вилнĕ юлташ сасси пек. Эпĕ чĕнмерĕм. Виçĕ хуччен чĕнчĕ. Унтан ман еннелле çаврăнчĕ те, ман патмалла ута пуçларĕ. Чĕччисем пăтавкка пек. Эпĕ турра асăнтăм та, виçĕ хут сăх-сăхрăм та яра патăм патакпа. Вăрман шăттăр-шаттăр, шăттăр-паттăр тăват; йывăçсем ӳксе пыраççĕ. Хай япала йывăçсене хирсе вăрман ăшне кĕрсе карĕ. Нумайччен шăттăр-шаттăр, шăттар-паттăр туни илтĕнчĕ. Эпĕ турра сăх-сăхрам та, виçĕ çухрăм вăрмантан тухачченех чупрăм. Хам курнинчен хам тĕлĕнетĕп. Çав арçури мар-им ĕнтĕ? Я посмотрел на дорогу. На дороге стояло что-то высокое и толстое. [Это существо] было похоже на женщину; ростом оно было выше меня вдвое; оно стояло ко мне спиною, и его волосы доходили до пят („до подошв“). Когда между мною и им оставалось около десяти сажен, я остановился. Существо стало звать меня по имени. Голос его был похож на голос моего товарища, умершего в солдатах. Я молчал. Оно назвало меня трижды. Потом (женщина) обернулась ко мне (лицом) и пошла ко мне. Груди у нее с пуловку (малёнку). Я помянул имя божие, перекрестился трижды, да как швырну палкой. Лес затрещал, деревья стали ломаться и падать. Существо скрылось в лесу, ломая (на пути) деревья. Долго слышен был треск по лесу. Я перекрестился и пустился бежать. Бежал я З версты, до тех пор, пока не выбежал из леса. Я и сам дивлюсь тому, что мне (пришлось) увидеть. Неужели это не ар-çури? Ib. Пĕр çын вăрмана лашине кайса янă, тет. Вăрманта çиме пит аван пулнă, тет. Çын килелле кайсанах вăрмантан арçури тухнă, тет те, лашана утланса кустарса çӳренĕ, тет. Лаша каçхине хап-хура шыва ӳксе тавăрăннă, тет. Хырăмĕ çатан (или: кĕççĕ) пек пĕрĕннĕ, тет. Çын тепĕр кунта çавăнтах кайса янă, тет, анчах хăй вăрман (йывăç) айне выртса лапшне куçласа тăнă, тет. Пычĕ, тет, лаша патне арçури. Утланчĕ, тет те, лаша çине, ну кустарса çӳрет, тет. Çын лашине вăрмана хăварса киле тавăрăнчĕ, тет те, ват çынсене каласа пачĕ, тет. Ват çынсем ăна лашин утланакан вырăнне сăмалапа сĕрсе яма шухăш пачĕç, тет. Тепĕр кун çын лашин утланакан çĕрне сăмалапа сĕрсе ярат. Арçури малтанхи пекех лаша çине утланчĕ, тет те, кустарса çӳрерĕ, тет. Каç пулсан арçури лаша çинчен анма пикенчĕ, тет, анчах кучĕ çыпăçса кайнă, тет. Лаша килелле ута пуçларĕ, тет. Хире тухрĕç, тет. Арçури çул тăрăх: „Хире тухсан хир кулли, яла кĕрсен ял кулли!“ тесе макăрат, тет. Арçури макăрнине итлеме пĕтĕм ял пухăнчĕ, тет. Лаша хуçи, лаши карташне кĕрсен, арçурие лаша çурăмĕ çинчен антарчĕ, тет те, хӳринчен тытса тикĕтленĕ пушăпа кутĕнчен: „Ан утлан! ан утлан ӳлĕмрен лаша çине!“ тесе каласа, çаптарчĕ, тет. Арçури çавăнтан вара лаша çине утлану пулмарĕ, тет. Один человек пустил в лес лошадь. Корм в лесу был хороший. Как только человек ушел домой, из леса вышла арçури, села на лошадь и пустилась на ней скакать. Вечером лошадь пришла домой вес в поту. Брюхо у нее до того сморщилось, что стало похоже на плетенку (или: на войлок). На другой день человек пустил лошадь туда же, но только сам лег под деревом и смотрел за лошадью. Пришла к лошади арçури, села на нее верхом, и ну скакать. Человек оставил лошадь в лесу, воротился домой и рассказал (о случившемся) старикам. Старики научили его намазать то место у лошади, где садятся верхом, смолою. На другой день он так и сделал. Арçури попрежнему села верхом на лошадь и пустилась скакать. Когда наступил вечер, арçури стала слезать с лошада, [но не могла], потому что задница пристала к лошади. Лошадь пошла домой. Выехали в поле. Арçури едет и плачет: „В поле выехала — посмешище полю, в деревню въеду — посмешище деревне!“ Вьехали в деревню. Арçури и здесь плачет и приговаривает: „В поле выехала посмешище полю, в деревню въехала посмешище деревне!“ Вся деревня собралась послушать, как плачет арçури. Когда лошадь вошла во двор, хозяин ее стащил арçури с лошади, схватил за хвост, взял намазанный дегтем кнут и давай пороть! Сам порет, а сам приговаривает: „Вперед не езди верхом! Вперед не езди верхом!“ С этой поры ар-çури перестала садиться верхом на лошадей. Ст. Чек. Арçурри чĕччисем мишук пек вăрăм, тет, çӳçĕ ура тупанĕнченех, тет. Чупса кайнă чухне ланк, ланк, ланк, ланк (scr. ланк, ланк, ланк, ланк) туса пырат, тет. Йăт-качăкаран, пушăран арçурри вăл хăрат, тет; пĕрре хĕнесе е касса тумлаттарнă тумлам юнĕнчен темĕн чухлĕ пулать, тет. Ята пĕлет. Шыва хирĕç çын патне пымас, шыва май пусан (= пулсан) час çитет. Çынна тытсан кăтăкласа вĕлерет те, шăлĕ малтине (Iеgе: малти шăлĕсене) кăларса илет. — Шыва хирĕç-и, шыва май-и? — Шыва хирĕç, шыва хирĕç! Груди у ар-çурри длинные, как мешки, а волосы до подошв. Когда она бежит, то груди так и болтаются. Ар-çурри боитоя собак и кнута; если ее прибить или порезать, так чтобы капнула капля крови, то, говорят, из одной капли сделается несметное множество (ар çурри). Она знает имя (человека). Она не подходит к человеку против течения, а если случится по течению, то настигает его очень скоро. Поймав человека, она щекочет его до тех пор, пока тот не умрет, и вынимает у него передние зубы. [Арçурри спрашивает:] „Против воды или по воде?“ [Человек должен отвечать:] “Против воды, против воды!“ Ib. Каттине пар! Дай зубки! [говорит ар-çурри]. Ib. Çăмкка! йăтту пур-и? пушу пур-и? — Пур, пур! Кил-ха кунта, ак парса ярап! Семён! есть у тебя собака и кнуг? — Есть, есть! Иде-ка сюда, я вот тебе дам!

ара

(ара). Coniunctio adversativa: at. Союз, выражаюший возражение, полное несогласие говорящего с тем, что ему пришлось услышать от своего собеседника, а также несоответствие наблюдаемого явления с тем, чего ожидали или хотели, или с тем, что должно было быть, или же с теми воззрениями, какие имел на тот или иной предмет говорящий. Нередко „ара“ начинает собою предложение, в котором высказывается указание ни некоторую как бы неуместность вопроса, заданного собеседником, причем самое дело выставляется настолько простым, что как бы не нуждается в разъяснениях; или же ставится в начале слов, которыми указывают на неуместность поступка или заявления, а также на отсутствие для него разумных оснований. Иногда союз „ара“ сообщает речи оттенок удивления, недоумения и вообще делает речь более оживленною. Букв., 1908, 19. Акка! ĕне пăрулама выртнă, кĕвелĕк парса яр-ха мана, тесе ыйтать, тет. — Ара, те пăрулама выртна халĕ вăл, те ахал, выртнă. Сестрица! (так обращается чувашка к женщине старше себя возрастом, если они обе выросли в одной деревне) у меня хочет телиться корова, дай-ка мне немножко закваски [сметаны (йӳç хăйма) или турăх, чтобы заквасить молоко]. — А неизвество еще, хочет ли она телиться, или просто так легла. В. Олг. Воç кĕпе çапат ара; кĕпе çумалла-и паян?! Да (ды̆) вон она белье колотит; разве сегодня моют („следует мыть“) белье?! N. Ара ăна çĕртен илнĕ, çĕре пытарса пăхам-ха. Да (что же я раздумываю-то) ведь это взято от земли, попробую-ка я зарыть его в землю Reguly, 521. Вăл исе кайни (i. е. кайнă-и) ара, эс она ятлатăн? Вăл исе кайман. Да разве это он взял? Зачем ты бранишь его? Он не брал („не уносил“). Ib. 524. Ара мен полĕ онта кайнăшăн? А что будет, если туда сходить? („за хождение туда“), т. е. не будет никакого наказания. Ib. 524. Ара айта кайăпăр, мĕн полĕ. Ну так что же? Идём, что будет. Ib. 522. Ара ма тавăрнтăн? Что же это ты вернулся? (или: зачем же ты вернулся?). В. Олг. Ара, кона хопма та астуман эпĕ! Смотри-ка (или: представьте), я даже забыла („не припомнила“) ее затворить! КС. Ара, эпех каларăм пать-и-ха (= пулать-и-ха)? Неужели действительно я сказал (это)? [букв.: „А что („и-ха“), неужели („ара“) выходит так, что („пать“) действительно („ех“) я сказал?“] (недоумение). Ib. Кам арă апла сăтăр турĕ пулать-ха ăна? Кому же это нужно было повредить его („кто же это, выходит, так повредил его?“) (недоумение). Ib. Ара çаннуна чĕртĕн тем! Да (ды̆) ты, я вижу, разорвал себе рукав! (неожиданность). В. Олг. Ста ара мĕнĕ, сăкманĕ? Где же это тот, как бишь его, кафтан-то? (сказал человек, ища кафтан и не находя его). Тоганаш. Эс мĕскерле çын ара? Что ты за человек? (т. е. странный чел.). Ходар. Ара эсĕ мĕскерле çын?! Мĕн хăтлантăн капла? Что ты за человек?! Зачем ты это сделал? Подгорное Ц. Ара, Иван, ма каласа (калаза) итлеместĕн-ха эсĕ? Что же это ты, Иван, не слушаешься? Микуш. Вара пĕри астуса каларĕ, тет: „Ара пирĕн чĕреп юлнă вĕт; атьăр-хă, ăна кайса чĕнер.“ Тогда один из них вспомнил и сказал: Да ведь у нас (еще) остался еж; идемте-ка, призовемте его.“ — Череп. Эпĕ ăна чĕннĕччĕ-çке ара! Да ведь я его звал (и мне непонятно, почему он не пришел). КС. Кĕнекене шырарăм-шырарăм, тупаймарăм. — Çантах пулĕ ара, шыраса пăх-ха татах. Я искал, искал книгу, и не нашел. — Да (ды̆) она, чай, тут же; поищи-ка еще. Ib. Ма чармарăн эсĕ ăна? — Ара асăрхаймарăм-çке эп ăна! Почему ты его не остановил? — Да ведь я его не заметил! Ib. Ара хăçан каларăм эп сана: „Ан кай“, тесе? Когда же [или: да (ды̆) когда же] я говорил тебе, чтобы ты не ходил? Ib. Эс мĕшĕн ăна вун-çичĕ пус анчах патăн? — Ара хамăн пулмарĕ-çке манăн! Почему ты дал ему только 5 коп. (17 коп. на ассигн.)? — Да (ды̆) у меня у самого не случилось (денег)! Ib. Çтан ара ăна асăрхаса çитеретĕн! Да (ды̆) где все эта заметишь! Ib. Паян хăнасам пурте килчĕç, кĕрӳсем килмерĕç; хытă каланăччĕ-çке-ха ара вăсене! Нынче все гости приехали, а зять (с женою) не приехал; а ведь, смотри, я им крепко наказывал (чтобы приезжали). Ib. Кунта-ç ара кăсам! Да (ды̆) вот где они! Ib.? Вăсем вырсарни-кон та ĕçлеççĕ тем ара! Да (ды̆) они, оказывается, и по воскресеньям работают! Ib. Санăн укçу-тенкӳ пур, тытăн сут тума. — Çапла та ара, тытăнма хăрап çав! у тебя деньги есть, примись торговать. — Да (ды̆) это так, но дело в том, что я боюсь приняться (за торговлю). Ib. Ухмах та ара апла тăвас çук. Да (ды̆) так (т. е. этого) и дурак не сделает! Ib. Ма суятăн? пурччĕ-ç ара! Да (ды̆) ведь было ([араб сăмахĕ]), что ты врешь, (что не было)? Ib. Ара, манах айăпа кăларатăр тем! Да (ды̆) вы, кажется, действительно меня обвиняете! (или: да вы как же это, неужели меня обвиняете?). Ib. Эпĕ урăх çĕре кайнă пулĕ, тесе; кунтах тем ара. Я думал, что он ушел (куда-нибудь) в другое место, а он, оказывается, здесь же. Ib. Эп: халăх саланнă пулĕ, тесе; саланман тем ара. Я думал, что народ уже разошелся, а он, оказывается, еще не разошелся (удивление). Унтан çиме тесе, (ашне) илнĕ, тет те, шăмми анчах, тет. „Ара ку тĕлĕкре çинипеле те пĕтет-ĕçке“, тесе тĕлĕнчĕç, тет, вара вырăспала тутар. Потом они взяли мясо, чтобы поесть его, но от него остались только кости. Русский и татарин удивились и сказали: „Представьте, оно исчезает даже и оттого, если его едят во сне!“ N. Ку ларчĕ, тет те, каларĕ, тет: „Часрах уçăр хапхана!“ тесе каларĕ, тет. Пичĕшĕсем калаççĕ, тет: „Ара, ухмах, лашасăр çуна каять-и?“ тесе калаççĕ, тет. Он сел (в незапряженные сани) и сказал: „Отворите поскорее ворота!“ Его старшие братья говорят ему: „Что ты, дурак! разве сани поедут одни, без лошадей? Микуш. Çапла пĕр çуртра çĕрле ĕçлесе ларнă, тет, пĕр карчăк анчах çывăрать, тет. Ларсан-ларсан ку карчăк тапратрĕ, тет, мĕкĕрме. Пурте шартах сикрĕç, тет. Нумай та мĕкĕрмерĕ, тет, вăранчĕ, тет. — „Ара мĕп пулчĕ сана!“ тесе ыйтрĕç, тет ларакансем. Однажды таким образом в одном доме сидели ночью и работали; спала только одна старуха. Сидели, они сидели, вдруг старуха принялась мычать. Все вскочили в страхе. Старуха мычала недолго, и проснулась. Сидевшие в избе спросили ее: „Что ты, что с тобою сделалось?“ Ашшĕ каларĕ тет: „Ара, ачам, кăна кама çиме илсе килтĕн эсĕ? ара ку пĕтĕмпе шăна кăмпи-çиç. Отец сказал ему: „Что ты, сынок! кому ты принес их (т. е. эти грибы)? ведь это одни мухоморы!“ Ара эсĕ намăсă та пĕлместĕн тем! Да (ды̆) ты, повидимому, и стыда не знаешь! Ib. Ара, ачам мĕн хăтланатăн эсĕ. Что ты делаещь, дитя мое? (говорят детям, когда он делают что-нибудь предосудительное и пр.). Сред. Юм. Ара õ, Йаппун паши, çĕмрет те çĕмрет-çке (= çĕмĕрет-çке) õ! Смотри-ка ты, что он японский-то царь, делает: бьет да бьетI (Удивление и страх). || In quaestionibus quoque ponitur. cum de re aliqua parum nota plura volunt cognoscere. В вопросах также выражает желание получить более точные сведение о предмете или ближе ознакомиться с предметом. КС. Паян пĕр хĕре Йăванккă хĕрĕ тесе кăтарттăрĕç те, çавах-ши ара вăл? Сегодня мне показали одну девушку и сказали, что это дочь Иванки; но действительно-ли она эта самая? („ши“ выражает здесь сомнение, неуверенность, колебание при разрешении вопроса). Ib. Паян уччиттĕл çĕре хĕвел тавра çавăрнать тесе каласа кăтарттăр те, çаплах-ши ара вăл? Сегодня учитель рассказывал о земле, что она вертится вокруг солнца; но действительно-ли это так? Ib. Паян ман аккасам патне карăм-ха эп. = Пурте сывах-чи (т. е. -чĕ-и) ара? Сегодня я ходил к тетке (см. мăн-акка; см. Оп. чув. синт., I, 66). Ну, что (или: а что). все-ли (там) в полном здоровьи („были вполне здоровы“) Ib. Йăван çĕвĕç çак ялта пурнать, терĕç те, çак ялтах-ши ара вăл? Сказали, что портной Иван живет в этой деревне, но действительно-ли он в этой деревне? Череп. Кунта пулă пур-и? Есть-ли здесь рыба? Ib. Кунта пулă пур-и ара? А что, здесь есть рыба? (т. е., я не знаю, разъясни мне; так спросят, напр., когда подходят к озеру и желают ближе познакомиться с его свойствами, или когда видят человека, который ставит на озере рыболовные снасти). КС. Кунта пулă пур-ши ара? А что, здесь есть рыба? Так спросят, напр., когда ловят рыбу в неизвестном месте, при чем вопрос может заключать в себе: 1) неуверенность в начале ловли, 2) сомнение, 3) недоумение (если рыба не ловится). Ib. Кашкăр куртăм! Кашкăр куртăм! — Тĕсĕ кăвак-и ара? Я видел волка! Я видел волка! — А что, шерсть („масть“)-то у него серая? В этом вопросе, смотря по интонации, может заключаться или недоверие, или насмешка, или простое желание получить более подробные сведения о предмете, который видело другое лицо. Ib. Майри чăвашран пулнăскер, тет. — Чăвашла пĕлет-и ара. У него жена-то, говорят, из чуваш (т. е. чувашка, переделавшаяся на русскую стать). — А знает-ли она по-чувашски (или: а что...). Череп. Аçу Чĕмпĕре каят-ши. Разве твой отец поедет в Симбирск? („ши“ указывает на то, что поездка представляется говорящему сомнительной, невероятной). Ib. Аçу Чĕмпĕре каятах-и ара? Разве твой отец действительно едет (или: решил ехать) в Симбирск? Чире ертним (= ертĕн-им) ара? Ты что же, разве болезнь получил? Ма эсĕ апла сурчăкпа чуста çăратăн? сирĕн шыв çук-и-мĕн ара? тенĕ. Он спросил: „Что это ты месишь тесто на слюнях? а разве у вас воды-то нет“? Б. Олг. „Эп пĕлмен“, тет, „инки“, тет, „той полассине. Камăн ара?“ тет. „Я, тетенька, не знала, что будет свадьба. У кого же это?“ спрашивает она. В. Олг. Хоçи пор-и? — Пор. — Ста ара? — Лаçра. Хозяин дома („есть“)? — Дома. — Где же? — В лачуге. Тоганаш. Минчен ара çавсам? А сколько их? (т. е. этих людей). Ib. Кам ара онта? Кто это там? Çав çын вăл пулчĕ-и ара? Разве это был он? Тоганаш. Çав çын полмари (i. q. полмарĕ-и) ара вăл? Разве это был не он? || luncta imperativo stomachum quendam significare solet. С повел. накл. выражает досаду, недовольство. Б. Олг. Хакне пĕр ластăк пăрахсам ара, эп вара пĕр-икĕ пăт илетĕп паранкăна. Да (ды̆) ты (или: а ты) уступи малость, тогда я у тебя куплю пулика два картошки-то. КС. Атясам ара! А ты идем! (досада на медлительность). Ib. Ан тивсем ара! Да ты не трогай. Ib. Тухсам ара! Да ты выйди! Ib. Килсем ара! Да ты иди сюда!
Во всех вышеприведенных примерах в Ст. Чек. и окружающих селениях употребляется „вара“. || Eadem particula in responses quoque adhiberi solet, quibus praecedentis quaestionis sententia confirmatur. Иногда выражает подтверждение того, что содержится в предыдущем вопросе. Ходар. Эсĕ çара-çунапа çта (ста, шта) каятăн? вăрмана каятни? — Ара. Ты куда едешь на дровнях? в лес? — Да. Ib. Вăрмана аçу каять-и? — Ара. В лес поедет твой отец (est-ce ton pere qui etc)? — Да. Ib. Аçу вăрмана ыран каять-и? — Ара. Твой отец поедет в лес завтра (est-ce demain que etc.)? — Да. Череп. Ара, çапла пулмасăр, çапла çав. Конечно так.

арăм ту

(т̚у), uxorem ducere. Maritare aliquam. Взять в жены. Сделать замужней. Уна хăне валли арăм тунă, тет. Женился на ней. Ст. Чек. Качча илсе арăм тунă. Б. Олг. Каран пер мочи панче порнса-порнса хамăр пичия алантарчĕ мочи, вонсаккăр çолхискере, пĕр хĕре исе кисе (к̚изэ) парчĕ, арăм турĕ. Пожили мы у дяди, и он женил моего старшего брата (последнему было тогда 18 лет), привез ему невесту, повенчал их. Якей. † Хĕртен арăм турăмăр. Из девушки мы сделали (ее) замужнею.

кай

(каj), итти, пойти; уйти; ехать; бежать; катиться; подвигаться вперед. К.-Кушки. Ăçта каятăн (ăçта каян)? Куда идешь? IЬ. Ăçта кайрăн? Куда ты ходил? (Откуда ты идешь?). СТИК. Ăçта кайнă-ши ку? Куда это он ходил? IЬ. Ăçта кайнă иккен ку! Куда, чай, он ходил! Бур. † Хĕл-хĕл кайăк хĕл кайăк, хĕл хĕллесе кайсари, ылттăн-кĕмĕл çăмарти йăвине тăрса юлсари. (Сарана). Шурăм-п. № 18. Чăнах та тыр вырма каясшăннисем (желающие итти жать) нумай тупăнчĕç. Сред. Юм. Каятсăн, кай. Если хочешь итти, то иди. Янтик. † Тăваллах та каяр каймаллипе (т. е. быстрее), Кай(ă)ксар хăвине çитмелле. Сред. Юм. Кайсарĕ, кайсарăн, кайсарăр, кайсарĕç. (Различные формы от слова «кай», оставшиеся невыясненными). Янтик. Тем шырать ун патĕнче, кая тăрать ун патне (то и дело к нему бегает). N. Сторовă! Ан кай-ха (постой, остановись), лар çуна çине, калаçăпăр кăштах, терĕ. N. Эпĕр хамăр та çавнашкал — кĕр кайсах, çур килĕпĕр. || О неодушевленных предметах. Альш. Малалла вара тутар ялĕсем каяççĕ унта, Пăвана çитиччен. А потом все идут татарские деревни, вплоть до Буинска. Альш. † Пурт çумĕпе йĕр кайнă, епле маттур хĕр кайнă? || Итти по швам, распускаться (о шве), рваться. К.-Кушки. Сăкманăн çĕвви кайнă. Ст. Чек. Пасар таварĕ, пĕр çĕтĕлме тытăнин, лăй-лай каят вара (рвется). || Убираться, уходить. Ау 67. Кай, кай (араgite), юрру та аван мар иккен, кирлĕ мар! Сред. Юм. Эп кăвак кĕпе илес теп-ха. — Кай, çав кăвак кĕпене, тĕс каяканскере, çын илмĕ. («Кай» здесь показывает не отстранение от себя, а несогласие). || Выражает недоверие. N. Епле сывă çӳретчĕ, вилчĕ. — Кам? Крушша. — Кай! Вăл та вилни? || Притти в движение. Изамб. Т. Чул çĕклекеннипе (регулятор) армана хытă кайсан пусараççĕ. || Длиться. N. Çĕре, уйăрса илсе, сутма ирĕк парсан, нумаях каймĕ (такой порядок продержится недолго), каллех пĕтăм çĕре пуянсем ярса илĕç. || Сторониться. Цив. Кукша: кайăр унтан (сторонись!), тесе, вилес пек кăçкăрса пырат, тет. || Быть потрачену, быть употребляему. Çĕнтерчĕ З6. Емелĕ те ытларах кайрĕ пулас. || Остаться в памяти, в сердце. Самар. † Атьăр, аппа, выляма сивĕ çăл пуçне; сирĕнпелен пĕрле вылясан, каять ĕмĕр тăрăшшĕне. || Прославиться (на далекое расстояние). Юрк. † Çакă эпир выляни-кулни, каяймĕ-ши çичĕ ял урлă? || Иметь сбыт. Н. Яхушк. Ман тавар каймасть-çке-ха (не продается). М. Яуш. Япаласам кайса пĕтсессĕн (если бы распродались), çĕр сум парăтăмччĕ те.. || Проникать. О сохр. здор. Хушăсем тăррине авантарах тума тăрăшас пулать, унсăрăн çăмăр каять унта. || Войти в моду. Альш. Ку чухне хĕрлĕ-çутă кайнă ĕнтĕ кирек кама та. Теперь вошло в моду ярко-красное (о платье). || Быть в обращении. ССО. Вăл кайман укçа мар, каякан укçа, тенĕ. || Сыпаться (об искрах). Ск. и пред. 84. Ун çилĕлĕ куçĕнчен йăлтăр-ялтăр вут кайрĕ. || Умереть. Сред. Юм. Кайнă: 1) ушел; 2) помер (гов. в насмешку). || Полететь. Имен. Иван каларĕ: ман ухă питĕ хытă сасăпа карĕ, тет. || Обратиться. Альш. † Савнăях та тăванăмсене эп чуп-турăм: сурчăкăмсем кайрĕçĕ пыл пулса. IЬ. Ĕлĕк вăл Каша тутарĕсем тĕне кĕнĕ пулни, тет иккен те, унтан тата, пĕр вăтăр-хĕрĕх çул çапла çĕнĕ йĕркепе пурăнсан-пурăнсан, каялла тутара каяççĕ, тет. || Сходить (о снеге. пыли и т. п.). Юрк. † Хусан çулĕ, хура çул, хура тусан тăраят, пирĕн пит çумне çыпăçат, ĕмĕр питрен каяс çук, куçран куççӳлли типес çук, алăран тутăр каяс çук. Торх. Рамра юр кайсах пырать. На улице всё тает. || Линять. Пшкрт. Ку каякан йышши некак. Эта (материя), кажется, линяет. || Вскрываться (о реке, весной). Толст. Вазузă çуркунне ир тулса, ир каять. N. Ун чухне-ха çуркунне, шыв кайни те пĕр-икĕ кун анчах. || Гоняться. Толст. Эпир вĕсен хыççăн каяймăпăр. || Упасть пропасть, провалиться. N. † Çĕррĕм кайрĕ Сĕвене, тутăхмасăр ан илĕр. Мое кольцо упало в Свиягу; пока оно не заржавеет, не доставайте. Лашм. † Аслă шывсем тăрăх эп çӳрерĕм, сар туяçăм карĕ авăра (попала в омут). || Проходить (о болезни). О сохр. здор. Вăл чир (чесотка) час каять (при лечении). Трахома çакланасси вăл часах, каясса анчах час каймасть. || Гореть (о пожаре). Трхбл. Ял каять. Деревня горит. Ib. Ăшша кайнă çынсем, погорельцы. Якейк. Кĕçĕр хĕвеланăçăнче пĕр ял карĕ (был пожар). Сюгал-Яуш. Пĕтĕмпеле пилĕк кил карĕ ун чухне. Всего сгорело тогда пять дворов. || Разгораться. N. Кайрĕ. (Огонь в самоваре) начал разгораться. Альш. Каллах вăйлă кайнă. Каллах çӳле кайнă. (Лампа) опять разгорелась. || Выходить замуж. ЧП. Лупашкари вĕт турпас сикет, сикет — тухаймасть: леш кассенĕн хĕрĕсем каять, каять — каяймасть. Альш. Качча кайиччен (до выхода замуж) иккĕ-виççĕ каяяççĕ-и вара (едва ли побывают) хĕрсем хĕр-сăрие. Зап. ВНО. Каякан хĕртен шăпăр пытаннă. (Послов.). Сĕт-к. Каймалли хĕр, девушка, которая должна скоро выйти замуж. || Пропадать, исчезать. N . Унăн тутăхни кайса пĕтмен. С него не сошла ржавчина. О сохр. здор. Лайăх юн тĕсĕ кайичченех пĕçерес пулать (мясо). Н. Карм. † Ашăм çуннисем, ай, каймарĕ (жажда не утомилась). Изванк. Тата кĕлте кӳнĕ вăхăтра: тыррăн перекет кайтăр, тесе (чтобы пропало изобилие), капан çине кĕмĕл укçа пырса чикеççĕ. || Выстрелить (о ружье). N. Пăшал каймарĕ. Ружье дало осечку. || Раздаваться (о звуке). Чув. пр. о пог. 88. Чан сасси уçă (ясно) кайсан, уяр пулать, тет. || Употребляется в некоторых чувашизмах. Изамб. Т. † Хăй ятне хăй яракан кайрĕ ĕмĕр тăрăшне (т. е. ославился на век). Ст. Айб. † Хĕрсем пĕве кайнă чух (во время роста) сивĕ куçпа ан пăхĕр. N. Мишуткан яшки ун кăмăлне майнă. || В качестве вспомог, гл. Çĕнтерчĕ 35. Çапăнса кайса, сăвлăшсăр пулса хăрлатса выртать. Альш. † Приюм алăк — кĕленче ăлак, ан хуп хытă — çĕмрĕлет. Çĕмĕрĕлме кай, çунсах кайтăр, манăн çамрак пуç çухалат. Якейк. Паян библиотекăра ларарах карăм (засиделся). См. Оп. иссл. чуваш. синт. II, 46, 64 — 67.

кайсам

ну тебя! полно! N. Кайсам! Халиччен илтмен сăмаха калатăн эсĕ! Мĕн суя суйса çӳретĕн эсĕ кунта, каях кунтан! В. Олг. Пустой, кайсам! Пустяки! КС. Кайсам мĕн суеçтерен таккулăх! || Букв. 1886. Анне, эпĕ макăрнине илтсе, пӳртрен тухрĕ те, аттене: илсе кайсам-а (ну уж возьми его с собой), лаша хăваласа пырĕ, терĕ.

кайран

потом, после, впоследствии, наконец. Яргунк. Кайран Иван çĕр тенкĕ хучĕ, тет те, лешне карĕ (тот выиграл), тет. Скотолеч. 35. Кайрантарах апат çиме пĕтĕмпех пăрахат. Истор. Литовцсем кайран-кайран (в конце концов) тарăхса çитнĕ те, вĕсене пăхăнми пулнă. Регули 358. Вăл он чох тытнăччĕ она, кайран ячĕ. Ib. 1241. Малтан хĕрĕ килчĕ, он хыççăн евĕчĕсем килчĕç; вăлсенчен кайран каччă килчĕ, каччă хыççăн хăнасам килчĕç. Байгул. Кайраи-кайран ытти чăвашла кĕнекесене те илсе паратчĕ. Н. Карм. Укçа ямалла пулсан, кайран та ярăтăмччĕ. Вишн. 74. Кайран çиелтен пĕр вершук хулăмăш вĕт кăрмăк хурас пулать. || Поздно. СТИК. Хăппăл-хаппăл тумланап та, чупса тухап: вăл ачана туласа та пăрахнă, кайран пулчĕ вара (было уже поздно). Ашшĕ-амăшне. Спанипе Алтати, пит намăсланса, ӳкĕне пуçланă, анчах кайран пулнă. Ал. цв. 11. Халь ĕнтĕ санăн мухтавлăху умĕнче хамăн айăпăмшăн ӳкĕнетĕп те, анчах кайран пулчĕ пуль çав. Б. Янгильд. Йĕрлесен йĕрлесен, эпир: шкула кайран çитĕпĕр тесе, пăрахрăмăр та, вар тăрăх утрăмăр. || Кубня. Кайран-кая юлса пырать. Отстает все больше и больше (спутник). || Буинск. Кайран (после родов) юн кайрĕ, вăйран ячĕ. IЬ. Кайран ытлашши пулмарĕ (кровь), вăйран ямарĕ.

кала

говорить, сказать, рассказать. В. Олг. Мĕн калатăн? Что скажешь? К.-Кушки. Хăш чух ик-виç сăмах калан та, пĕтсе те ларат. Скажешь иной раз два-три слова, и конец. Хурамал. Манран каласа пултăр, килме каларĕç: каятни, каймастни. Мое дело только сказать: велели притти, пойдешь или нет (это меня не касается). N. Он пек каламаççĕ пирĕн. Этого оборота у нас (в нашем говоре) нет. N. Эс апла никçан та ан кала (не скажи, не употребляй этого слова; «эс апла никçан та ан калаç», значило бы: «не говори в этом духе»). Юрк. Калама та çук (нечего говорить, что...; разумеется), ку вырăна часах çакланма (попасть) ĕмĕт тăвас çук (нельзя). Ib. † Сарă ачапа выля-выля, аллăм çыххи татăлчĕ. Аннене курсан, ан калăр. Калăсăр, калăсăр, калике (пусть вы скажете), манит парăп, хăтăлăп (избавлюсь от наказания). Трхбл. Пĕрре, иккĕ, вуниккĕ; кам каларĕ вуниккĕ? — Эп каларăм вуниккĕ. N. Эпĕ вĕсем Д. çĕрне каяс тесе каланине (как они говорили о том, что отправятся) илтсеттĕм. Якейк. Эс тем те калăн! Ты скажешь! (т. е. ты выдумаешь не знаю что). Сред. Юм. Калама тытăннă сăмаха каламас, вилме выртсан, час вилмес, тет. (Поговорка). Юрк. Çыруçă, вырăс çырăвĕнче ун пек паллăсене калама вĕреннĕскер, лешсем: «бзав», тесе калама хушсан, малтан ку, вăтанса, каламасăр тăрать (молчит). Изамб. Т. Унăн суккăр арăмĕ ултă ачипе тепле пурăнĕ. — Ан кала та (что и говорить)! ун пек ачасемпе юлакан арăмсĕм нумай пулĕç. N. Ăна паçăрах каламалаччĕ те... Это надо было сказать еще давеча. Сред. Юм. Ман çинчен: о çапла çӳрет (поступает, ведет себя), тесе кала пĕрех (попробуй-ка сказать про меня...), вара туйянан ху валли йыт çимен патакка. Ib. Ман çинчен он пик каланă пол (попробуй-ка сказать так про меня), çӳçна (= çӳçне) пĕр пĕрчĕ йолмиччен çăлса пĕтерĕп! Ib. Калас-калас тенĕ сăмахсĕм порччĕ, тăта çапах чарнса тăтăм. У меня были такие вещи («слова»), которые я непременно хотел высказать, но я удержался. N. Иван эсĕ мана Хусанта пурăнма хăварасшăн маррине килсе каларĕ. Иван сообщил мне, что ты не желаешь, чтобы я оставался в Казани. Регули 517. Вал каларĕ: килеп, тесе. Он сказал, что придет. N. Каласан та, ĕненес çук; вăл çапах та суя мар, чăн пулнă. Трудно этому поверить, и все-таки это правда! N. Уна каласси те çук. Об этом нечего и говорить, сеIаvа sansdire. Качал. Хай сысна тухрĕ ятлаçма: халĕ çатăп (= çиетĕп) сана; миçе калас сана: ан яр, тесе? (сколько раз тебе говорить, чтобы ты не пускал сюда коров?). N. Эп вунçичĕ пус укçа тупрăм! — Ан кала, пуйрăн! N. Кун пек вăрçă пулнине каламаççĕ. Не слышно, чтобы когда-либо была такая война. Карм. † Утçăм анмасть тарăн çырмана, чун тӳсеймест хытă (грубо) каласан. || Велеть, повелеть; советовать. Регули 11. Эп ăна килме каларăм. Я ему велел притти. Ст. Чек. Эп нумай калаçмастăп: пĕрре каласа тунă пултăр. Я долго не разговариваю: раз сказано (приказано), и должно быть сделано. Альш. Никамран ыйтмас-тумас вăл кун, никам каласса пăхмас (девушка): Микула кунĕ кĕвĕ каламала, тет те, утат. N. Епле торах каларĕ-ши мана пор çĕре те çитме! Регули 1069. Апай илме каланăшăн (каланăран) илтĕм. Т. Ку тĕттĕмре малала кайма каламăттăм эпĕ сана. В такую темь я не советовал бы тебе итти (ехать) дальше. Байгул. † Атте каларĕ хĕр пăхма, саррине те, вăрăммине, çӳç хĕрри кăтрине; ури çине пус, терĕ, хĕрне намăс ту, терĕ. Якейк. Тор ан калатăр (не приведи бог) онта порăнма! || Называть; упоминать. Утăм 1928, 76. Чăвашсем те япалана (предметы) пĕр пек каламаççĕ. Николаев. Çулăн пĕр енне калакан вырăн тăваççĕ. Çав вырăнта тăракан ушкăн тепĕр ушкăнтан кама тытмаллине канашласа хурат. Унтан тытма(л)ла ача ятне калаççĕ те, хăвалама тытăнаççĕ. N. Çав çын эпир калакан вырăнта пулнă. || Поучать, насталять. О сохр. здор. Ăна каласа вĕрентекен çук. Его некому научить, на ум наставить. || Полагать, предполагать. Ау 9°. Мана мĕншĕн кун патне илсе килтĕн? эпĕ ху валли тĕр, тесе каларăм, тесе калать, тет. || Играть на музыкальчом инструменте. Собр. † Тăмра илтĕм калама; тăмра кала пуçларĕ, инкесем ташлама пуçларĕç. Альш. Тата тепĕрне калакан шăпăр (под музык. инстр.) пиллесе хăварат, тет (старик, умирая, оставил в наследство третьему сыну...). Богдашк. † Купăс купăс калас пур, пĕр хĕлĕхне татас пур. || Играть т. е. издавать звук (о музык. инструменте). Бугульм. † Кали-калами купăсна калаттарсам лайăхрах. Поиграй-ка получше на твоей кое-как играющей скрипчонке. || Петь (в хороводах). Яптик. † Хурăн-варта хур пусрăм, вăрă тесе ан калăр; вăй пуçласа каларăм, шухă тесе ан калăр. Якейк. Тăхлач, йорлам, мĕн паран? Хреслĕ тенкĕ паратни? Эп илесшĕн каламас (= каламастăп). Альш. † Калăр, хĕрсем, хытăрах, вăй иртесси инçе мар. || Причитать, приговаривать. Макт З4. Качча каякан хĕр каласа йĕрекен сăмахсем. Шинар-п. Акă хăйсем мĕн кала-кала хуйхараççĕ, тет. || Обещать. Хуратл. См. ункай. || Отвечать (урок). Орау. Паян эп арихмеччик каларăм (отвечал). || Быть достаточным, доставать. В. Олг. Тата ху (положи) пĕр ластăк (немножко), каламаст-ха (не хватает на всех). || Стать достаточным (о вкусе). ЧП. Пирĕн сăра пит аван, пĕчĕкçĕ хăмла каламан (в ней маловато хмеля). Актай. Сĕт ямасăр шурă, тет, çу ямасăр тутлă, тет, тăвар ямасăр калат (и без соли солоно), тет. Сорм-Вар. Ку шӳрпене тăвар каламан (не досолена). СПВВ. Астивсе пăх яшкана, тăвар калать-и? К.-Кушки. † Пирĕн яшка пит аван, пĕчĕкçĕ тăвар калайман. || Отзываться (на вкус или на запах). Вирйал. † Пĕрне (один из калачей) çисе пăхрăм та, шерепет тути каларĕ. N. Шу тути калать. Имеет водянистый вкус. Ст. Айб. † Кăшт тутанса пăхрăм та, шерпет тути каларĕ (мед); кăшт чуп туса пăхрăм та, тути тутлă каларĕ (у парня). Юрк. Тĕтĕм тути каламас. Не отзывается дымом. N. † Çырлисем калĕç çĕр тути. (будут отзываться землею), пирĕн тăван калĕ пыл тути.

калаç

(калас’), разговаривать, беседовать; сговориться, поговорить. N. Эсĕ унпа пĕртте калаçмăсăнччĕ, тетĕп эпĕ. — Мне было бы желательно, чтобы ты не говорил с ним. Артюшк. Кусем (утки) пĕр йăвара ӳснĕ пек калаçаççĕ, тет. Ала 81. Çĕлен çăварне уçрĕ, тет те, калаççа ячĕ (заговорил), тет: килях, старик! тесе каларĕ, тет. Нюш-к. Калаçман калаç пулнă, тет, чĕнмен чĕкеç пулнă, тет. (Совет молчать. Послов.). Т. Григорьева. Чĕлхе вĕç кĕçĕтсен, калаçман çынпа калаçат, теççĕ. (Примета). Якейк. † Калаçмасăр-тумасăр ĕмĕр иртмест, теттĕр-и? Альш. Çӳлти касра та, Армань кассинче, лайăх пусă (колодец) пурринех калаçмаççĕ (не слыхать чтобы был.). Перев. Çав сăмахсене кашкăр калаçса тăнă чух... Ашшĕ-амăшне. Лисахви ĕненмесĕр: ай, ан калаç! (не может быть), тесе кăна хунă. Орау. Санпа мĕн калаçан, санпа калаçмалли çук, эс ăçта! (про тебя и в Москве «в кулак свищут»!). СЧУШ. Чăххăн çуркуннехи чи малтанхи çăмартине ытла нумай калаçакан çынна çитерсен, чăхă нумай çăмарта тăват. Регули 768. Калаçаççĕ: ыран салтаксам конта килеççĕ, тесе. N. Кам мĕн пĕлет, çавăн çинчен калаçса ларать. N. Кашни хăйăнне калаçса ларать. Альш. Тумтир те, чĕлхе те, калани-кулни те пĕрех (те же самые). Орау. Кунтах юлас тен (хочешь) пулсан, эп калаçса пăхăп (попробую попросить). N. Эпĕ пĕр вăхăтрах темиçе тĕслĕ чĕлхепе калаçма пултараймастăп, пĕр тĕслĕ чĕлхепе калаçма пултарап. Я не могу говорить сразу по-всячески, а говорить на одном языке могу. Якейк. Мари лешеккинчи унтрипе мăн-контанпа калаçса порнать (любезничает). Ib. Вăл онпа калаçать. || Договариваться, уславливаться, торговаться, рядиться. Чăв. й. пур. 26. Халĕ те хăй çăкăрне çимест; хĕлле, вак касса, çăкăр пухмалла калаçать те, ялан çавна, пĕчĕкçĕн-пĕчĕкçĕн пухса, çисе пурăнать. Янтик. Эпир çак лашана калаçаппăр та, ытла хаклă ыйтать хуçи. — Унпа пит лайăх калаçса илес пулать (поторговаться), вĕсем пит хаклă ыйтаççĕ. Альш. Сăмавар лавкки умне пырать те, калаçать сăмавар (торгует самовар). М. Тув. † Манăн савни ял урлă, калаçасси çын урлă. Якейк. † Йори калаçрăм хора хĕрпе — утсам панче çăвăрма (= çывăрма). Ашшĕ-амăшне. Калаçнă укçана хăна тытса юлмарăн, йăлан вăхăтĕнче тӳлесе тăтăн. Хурамал. Çаран калаçма килтĕмĕр (торговаться). Ib. Çаран калаçса килтĕм (= çарăн илсе килтĕм). Я, сторговал луга. Шибач. Пошăт калаçма килтĕмĕр (торговать лыки). Такмак. Пирĕн (Иван) пичче ывăл авлантарать. Пуян (Микки) хăта хĕр парать: сумасăр укçа панă, виçмесĕр пыл калаçнă. Ягудар. Калаçмаст. Не рядится. || Выговаривать. Юрк. Тăла вăл-ку таврашĕнчен сăпăн тума пустав-тăла та пĕр вунпилĕк аршăн калаçаççĕ (выговаривают). || Сватать невесту. N. Калаçса яр, просватать; калаçса кай, калаçса кил, засватать. Кильд. Çапла вара Иван, чипер Евгение манса, урăх хĕр калаçнă, тет.

калуш

калош, калоша. N. † Атте сĕлĕ сотас, тет, калош илсе парас, тет. Коракыш. Навоз çуни туртасăр. (Калуш). Сред. Юм. Кçат калуш (без прит. суфф.), валеные калоши. В. Байгул. Унта калушсăр пушмакпа пусас çук. N. Пуçра аван карттус, урара атăпа калуш.

калмăк

(калмы̆к), калмык. || Жадный (брань). Тюрл. Калмăк, тăрана пĕлмерĕ. Ст. Чек. Калмăк — жадный человек. Шорк. Ах, калмăк ачи, шĕшле илсе те тарнă! (Говорится в шутливом тоне, хотя в форме ругани). Сред. Юм. Калмăк пик тесе нимне тиркемесĕр, пит çиекене калаççĕ. Трхбл. Калмăк пек çиетĕн! (Ĕмĕтсĕр). Тюрл. Калмăк пек чыхать (ест торопливо, большими и плохо разжеванными кусками). Батыр. Пур чухне калмăкла, çук чухне пушкăртла. (Послов.). || Яз. имя мужч. Рекеев.

калтатти

приговорка к сл. Алтатти. Ст. Шаймурз. Алтатти, калтатти, вуник калта хӳри сăвакан, виçĕ пус укçана тапак илсе туртакан, тапаланса выртакан.

камансăр

то же, что камалсăр. Ст. Чек. Камансăр, 1) безродный покойник; 2) хĕр-камансăр, девушка, умершая до выхода в замужество. СПВВ. МА. Камансăр = тăлăх, пĕччен çын. Тюрл. Камансăр та пиллетĕр! (Гов. на поминках). || Бездетный. Ст. Яха-к. Тата камансăрсем валли (камансăр тесе, ача-пăча çуралман çынна калаççĕ) пĕр курка сăра, виçĕ икерч илсе тухса пăрахаççĕ [во время libatio (хывни) покойникам в сĕрен].

канвит

(канвит), конфекта, конфета. Юрк. † Сарă хĕрпе выляса, канвит илсе хуплантăм (замаялся покупать конфекты).

кантăр

(канды̆р), конопель, конопля. См. пуса. Цив. † И, кив кантăр, кив кантăр, сыппи таран çĕн(ĕ) кантăр; кунтан вăйă иртсессĕн, арăмсенĕн чун кантăр. Изамб. Т. Пукрав вăхăтĕнче шыва кантăр хутаççĕ (мочат). Ала 106°. † Анат Явăш (деревня) хĕрĕсем, хĕрĕсем кантăр ăшĕнче чопаççĕ. Упнер. Чувашин, говоря о прежнем еловом лесе, сказал что он «Кантăр пак ларатьчĕ» (т. е. был очень густ). Сред. Юм. Кантăра татса çапсан, шывва (так!) кайса хотаççĕ, вара о пĕр виç эрнерен полат («смягчается и белеет самая кудель»). Изамб. Т. Арçынсем кĕлте кӳртнĕ чухне хĕрарăмсем кантăр татаççĕ. Питушк. Кантăр: варĕ, вăтамми, лапрашки. Пшкрт. Различные сорта кантăр: 1) лапрашки, 2) вы̆дам, З) кочы̆βос, 4) варбос. Сĕнтĕр вăрри. Чăваш халăхĕ тырă-пулă акса тума пуçласан, çав вăхăтрах сӳс-кантăр та акса тума пуçланă. Кантăр, тата йĕтĕн акса ӳстерес çĕрте çурхи тырпа шутланса тăрат. Кантăра çуркунне, çурхи тырра акса пĕтерсен тин, акаççĕ, майăн 20-мĕш кун телнелле, мĕншĕн тесен, иртерех аксан, кантăра сивĕ лекме пултарат. Кантăр валли ытти тыр пек мар, питĕ çемçе ана кирлĕ, çавăнпа кантăр валли ăрасна ананăн пĕр пуçне тислĕк ытларах тăкса çемĕçтерсе акаççĕ. Кантăр вырăнне пурте пĕр еннелле тума тăрăшаççĕ, мĕншĕн тесен кантăра çуртри вырса пĕтерсен тин татаççĕ те, сапаланчăк пулсан, кӳтӳ (?) ватса пĕтерет, теççĕ. Кантăра аксанах, çерçисем питĕ çинипе, ани çине хăратмаллисем туса лартаççĕ: ан çитĕр, тесе. Çапла кантăр пĕр виçĕ уйăх хушши ӳсет. Çемçе вырăнлă çĕрте çынран та çӳлĕрех пулат, хытăрах çĕрте кĕске пулат. Ӳссе çитерехпе кантăртан пуса уйăрăлат (пуса — вăрăсăр). Пусана ыраш вырса пĕтерсен татаççĕ. ЬIраш ир пулман чух, ыраш выриччен татаççĕ. Кантăра çуртри вырса пĕтерсен тин татаççĕ. Кантăра та, пусана та, татсан, ани çинчех тымарне пуртăпа татаççĕ, вара киле анкартине тиесе кĕреççĕ. Анкартинче кантăра купа туса хураççĕ, çапиччен: пуçĕ шантăр, тесе. Кантăра пĕр-ик-виç хут çапаççĕ. Малтанхи хут çаппипех кантăр кипенки ӳксе пĕтмеçт. Çапса пĕтерсен, кантăра та, пусана та, йĕтĕне те, икшер ывăшăн тытса, мунчалапала е улăмпа çыхаççĕ. Çыхса пĕтерсен, кантăра та, пусана та, йĕтĕне те, сулă туса, кӳлле кайса хутаççĕ. Сулă тунă чух кантăрне ăрасна, пусине ăрасна, тата йĕтĕнне те ăрасна тăваççĕ, мĕншĕн тесен кантăрĕ пусапа танах пулса çитмеçт, йĕтĕнĕ тата шывра иртерех пулат. Чылайĕшĕ йĕтĕне, тата пусана шыва хутмаççĕ, мĕншĕн тесен йĕтĕн часах çĕрсе кайма та пултарат. Шыва хутман чух йĕтĕне те, пусана та курăк çине анкартине е улăха сарса пăрахаççĕ те, çăмăр çунипе çавăнтах етĕн пулса выртат. Кантăр шывра З — 4 эрнене яхăн выртать, пуса 2 — 3 эрнерен мала (больше) выртмаçт. Кантăра та, пусана та, йĕтĕне те хутсан, шыва лайăх путарма тăрăшаççĕ, мĕншĕн тесен, шыв илмесен, çелти (çиелти) пулмасăр тăрса юлса, тикĕс пулмаçть. Шывран кăларсанах, пуса-кантăра шывĕ сăрхăнма купа туса хураççĕ. Пĕр-икĕ эрне иртсен, киле турттарса каяççĕ. Килте, кашта туса, кашта çине анкартине çакса яраççĕ те, хĕл каçиччен çакăнсах тăрат. Мункун иртсессĕн, çимĕк çитиччен хĕр-арăмсем кантăр тылама пуçлаççĕ. Кантăр пусана, тата йĕтĕне малтан хĕвел çине сарса хураççĕ те, типсе çитсен тылаççĕ. Кантăр, пуса, йĕтĕнсене çакăн майлă тылăпа тылаççĕ. Тыласан, пилĕкшер çурăмăн çыхса хураççĕ; ă тем теççĕ. Чухăн пурнакансем кĕркуннех, арлама сӳс çукки пирки, мунчара типĕтсе, тыласа арлаççĕ. Кĕркунне авăн çапса пĕтерсен, пухрав (так!) вăхăтĕнче сӳс тӳме пуçлаççĕ. Хăш-хăш çуркуннех тӳсе хураççĕ. Сӳсе тăватшарăн, тата пилĕкшерĕн кисĕппе тĕвеççĕ. Сӳс тӳмелли кил (килĕ) — йывăçран тунăскер, çӳлĕшĕ пĕр метр тăрăш пур. Ĕлĕкрех кисĕппе тĕвиччен катмакпа тӳнĕ, теççĕ ваттисем. Сӳсе, тӳсе пĕтерсен, шăртлаççĕ. Шăрт — сысна шăртăнчен тунăскер çакăн пек формăлă. Сӳсе мĕн пурĕ, З хут шăртлаççĕ. Малтанхи хут шăртласан, пысăкки тухать (сӳсĕн çелти пысăк сӳсĕ). Иккĕмĕш хут шăртласан, çинçи теççĕ. Вăл питĕ лайăххи, унтан лайăххи урăх çук. Сӳс тӳсе пĕтерсен, ноябĕр уйăхĕнчен пуçласа, çăварни иртиччен, кĕнчеле арлама пуçлаççĕ. Пĕчик хĕрачасем, пĕр çичĕ çула çитсен, кĕнчеле арлама пуçлаççĕ. Малтанах пĕчик хĕр-ачасене пысăккине арлаттараççĕ. Çемьере хĕр-ачасем пулмасан, арçын-ачасене те арлаттараççĕ. Арçынсем ĕлĕкрех нумай арланă. Вĕсем хĕрсем пекех, килĕрен ларма кайса пĕр-пĕрин патне, авăрланă (так!). Хальхи вăхăтра арçынсем сахал авăрлаççĕ. Авăрланă çипписене хутăр-йывăççи çине (на мотовило) хутăраççĕ. Хутăр-йывăççи пĕр метр çурă тăрăшшĕ, икĕ вĕçĕнче урлă пĕр-ик шитлĕ патакран тунăскер. Хутăр хутăрнă чух мĕн чул пулнине шутлаççĕ, ăна ӳкĕм теççĕ. Ӳкĕме тăватшар пĕрчĕн çирĕме çитиччен шутлаççĕ. Пĕр хутăрта çакăн пек ӳкĕмсем: пысăкрах çиппе 5 — 7 ӳкĕм тăваççĕ; çинчереххине 10 — 18 ӳкĕм тăваççĕ. Çакăн пек хутăрсем хĕл каçиччен лайăх арлакан 30 хутăр таран авăрлат, начартарăххи 15 — 20 хутăр, пĕчĕк хĕрачасем 7 — 10 хутăр. Чăваш хĕрарăмĕсем хĕллехи кунсене пĕрмай кĕнчеле авăрласа иртереççĕ. Пĕр каçра З — 4 йĕке авăрлаççĕ. Çăварни çитме пуçласан (çăварни ир килмен чух, çăварни умĕн, çăварни иртерех килнĕ чух, çăварни хыççăн) çип çума пуçлаççĕ. Малтанах çиппе тăршыпа кивсе чӳхесе тăкаççĕ сурчăкĕ тухма; ăна çип сурчăкĕ кăларни теççĕ. Вара, пĕртик типсе çитсен, йăрхах çине пĕр пуçне хутăра тăхăнтараççĕ те, туртаççĕ чăсма. Ун хыççăн пит çăра кĕл шывĕ туса хатĕрлеççĕ те, çав кĕл шывĕ çине чиксе кăларса кантăра çине хураççĕ. Пурне те чиксе кăлараççĕ те (пĕр 15 — 20 хутăр пĕр кăмакана), вара кăмакана хываççĕ. Çунса каясран, вут хутса çунтарсан, ялан çăкăр пĕçереççĕ. Çăкăр тухсан, кăмакана пăртак улăм йĕпетсе хураççĕ кĕтессисене, çип çунса каясран, вара çипе хываççĕ. Çип кăмакара пĕр талăк выртат, тепĕр кун тин кăлараççĕ. Çип хывнă кун, çип хывакан çын патне хора çын пырсан: çип пиçмест, тиеççĕ. Сарă çын пырсан: сарă çын пек пиçет, теççĕ. Çипе хывнă вăхăтра яланах: çип хыватăп, çип хыватăп, шурă пул, шурă пул, акăшсем килнĕ, вĕçсе çӳреççĕ, хуларан çын килнĕ, шур хăмачĕ çиппи çӳретет, тесе калаççĕ. Тепĕр кун çума каяççĕ. Çунă чухне лайăх кĕлне çуса ямасан, тĕртнĕ чух канчĕр; çавăнпа лаях çума тăрăшаççĕ. Çиппине çусан, типĕтиччен хутаççĕ: тĕртнĕ чух яка, лайăх пултăр, тесе. Хутасса çапла хутаççĕ: пĕр витре шыв çине çăмартапа тата сĕт яраççĕ те, çав шыв çине чике-чике кăлараççĕ. Ăна тепĕр тĕрлĕ çип çемĕçтерни теççĕ. Çиппе çемĕçтерсен типĕтеççĕ. Типсен, çăмхалама пуçлаççĕ. Хутăр çăмхаламалли ярăн-йывăççи. Хутăра кăшкар çине çăмхалаççĕ. Çăмхаласа пĕтерсен, çак çипсемпе пир кумма пуçлаççĕ. Пир куммалли сӳрекке, пĕр 8 аршăн тăршшĕ, икĕ вĕçне шăлсем лартнă, пĕр вунă шăла çитиччен. Кумасса икшер çипĕн, е тăватшарăн кумаççĕ, мĕншĕн тесен икшер çипĕн уйăрса çилине тăхăнтараççĕ. Кумса пĕтерсен, çилине çыхса лартаççĕ те, кунча тума пуçлаççĕ. Кунчаласа пĕтерсен, пир витĕрме пуçлаççĕ. Пир сăтанĕ пирĕн патăрта хальхи вăхăтра икĕ тĕслĕ, анчах иккĕшĕ те пĕр майлă. Виççĕмĕш сăтан ĕлĕкин пĕк (!) пĕр вырăна пăта çапса шăтарса лартмалла; анчах ку аванах мар, мĕншĕн тесен пĕр вырăнтан тепĕр вырăна сиктермелле). Пир витĕресси, тата тепĕр тĕслĕ пир кăнтарасси теççĕ. Уна малтан çилинчен ĕретпе мăшăрăн илсе пырса кĕр витĕр илеççĕ. Кĕр витĕр илнĕ чухне пĕрер çипĕн илеççĕ, пĕр мăшăра пĕр çиппине малти кĕртен, тепĕр çиппине кайри кĕртен илеççĕ те, мăшрипе вĕçĕнчен çыхса лартаççĕ. Вара хĕç витĕр илеççĕ те, хăйă çине тăхăнтарса, хивсерен çиппе çыхса лартаççĕ те, тĕртме пуçлаççĕ. Лайăх тĕртекен хĕрарăм кунне пĕр 12 аршăн тĕртет, тепĕр тĕслĕ каласан: икĕ хутăр та çурă, иккĕ тĕртеççĕ. Çавăн пекех тĕртеççĕ ăратнене те, анчах унта тăват ура пусси, тăват кĕр. Ыттисене пурне те çавăн пекех тăваççĕ. Тĕртсе пĕтерсен шуратма пуçлаççĕ. (Сообщ. А. Максимова). || Фамильное прозвище в с. Альменеве, б. Асакас. в.

кантăр вăрри чăмăркки

комок конопляной избойны. НИП. Кантăр вăрри чăмăркки, килĕ çинче çăкăрпа хутăштарса тĕвеççĕ (анатрисем). Н. Лебеж. Турчăка вĕçĕнче тутли пур. (Кантăр вăрри чăмăркки). СТИК. Кантăр вăрри чăмăркки. Кантăр вăррине малтан типĕтеççĕ те, унтан ăна, вир киллине ярса, тĕвеççĕ. Тӳнĕ чухне ăна икĕ-виçĕ хут такана çине илсе авăсаççĕ. Кайран-кайран кантăр вăрри хупписем çурăлса вĕççе пĕтеççĕ те, кантăр вăрри ăшне çăкăр çемçи ярса тĕвеççĕ. Вара кантăр вăрри тăм пек çыпăçат. Ăна чăмăркка туса çиеççĕ.

капан

(кабан), назв. озера Кабана (в Казани). N. Çак Капан кӳлли урăх патшалăхра пулсассăн, ăна тахçанах тасатнă пулĕччĕç; юшкăнне-мĕнне машинапа ăсса кăларса, ана çине илсе кайса тăкнă пулĕччĕç; çыранĕ хĕррине чул сарса тухса, кӳлли йĕри-тавра йывăç-мĕн лартса, пахча туса çавăрăннă пулĕччĕç. (Написано в 1908 г.).

Капути

(кабуди), прозвище в К.-Шемяк. Капути Печчи: шахтăран тӳрех Упие анса, пуртлĕх пура илсе килеп, тесе кайрĕ, тет, шахта.

каптăм

полностью, во всю ширину, целиком. МПП. Яргуньк. Вăл пăра каптăмпех илсе хутăмăр (взяли целиком).

Карачура

(-џ̌ура), назв. двух деревень: Пысăк-Карачура (Верхние Карачуры) и Пĕчĕк-Карачура (Нижние Карачуры), Вурнарского р. Ярмушка-к. Шупашкар пенчи Карачураран Елменсем ĕлĕк-авал ывăл ача усрама илсе килнĕ, тет. Уна çитĕнтерсе, авлантарса, вара вăрман варне, (= варрине) пĕр пысăк ĕшнене, уйăрса кăларса лартнă, хальхи Пысăк-Карачура вырăнне. || N. Карачора, назв. дер. Чебокс. р.

карăн

(кары̆н), вытягиваться, растягиваться; потягиваться. Зап. ВНО. Каран, потянуться. Пшкрт. Асту, эп сана пырса карăнсарак çапса ерĕп-тĕк, таста кайса ӳкĕн! N. † Карта тулли çӳрен ут, карăнса пăхса юлаççĕ. Образцы 84. Карташ чулли лашаçăм, карăна пăха юлать-çке. Альш. † Кашкăр килет карăнса, каç пулнине хĕрĕнсе. Юрк. Кăмака хыçĕсене те карăнса пăхат, çӳлелле те астăват, хыпаласа та пăхат, нимĕн тăва пĕлмес. N. Хыпаланса, унта-кунта тăрса, карăнса пăхкаласа илет те, ниçта курăнмасан: манăн та чăматанăм çук, кам илсе тухнине курмарăр-а? тесе ыйтат хăйпе пĕрле ларса пыракансенчен (других пассажиров). Батыр. † Кайăк хурсем килет карăнса, икĕ çунаттипе сарăлса. К.-Кушки. Темĕскер ман паян ялан карăнас килет. Меня нынче что-то потягота берет. О сохр. здор. Унăк ĕçлесси килмест, яланах выртасшăнах тăрать, пит карăнас килет (одолевает потягота). Собр. Çын çинелле йытă карăнсан, хăна килет, теççĕ. Капк. Темиçе хутчен кушакла тутлăн карăнса илсен... Ст. Чек. Çын карăнат, потягивается. Чув. пр. о пог. 178. Асамат (сĕвек) кĕперри çӳлелле карăнсан, уяр пулат. Если радуга протянулась высоко, будет ясно. Ала 108°. † Хорăн тăрăнчи хор хорчкки (так!) хорсăм çине ялт! Кар(ă)нать. || Делаться тугим. КС. Ача ĕмĕртекен арăмăн кăккăри карăнать, сăвакан ĕненĕн çилли карăнат (= тулать). Ст. Чек. Чĕччи карăнман тет-ха (= сĕт тулман). Ib. Кăккăр карăнат (чрезвычайное накопление в груди молока у женщины после родов, при, котором болит грудь). О сохр. здор. Эсир сехетсерен апат çинĕрен, вăл çинĕ апат хырăмра çĕрсе ĕлкĕреймест; çавăнпа хырăм карăнса каять те, вар ырата пуçлать; тата ытти чирсем те ереççĕ. || Околеть. Якейк. Карăнман пуçна! Карăнашшĕ! («сильная ругань»). Ib. Карăнса выртманскер! (ругань). Сред. Юм. Карăнса вилешшĕ! (пит çиленнĕ çынна: ăмма вилмес-ши тессине калаççĕ). Чтобы ему околеть!

карнăк

то же, что кантăк. Н. Мазик. Мучи куçне шур илсе ларĕ? (Карнăк шăнни).

картлашка

ступенька (у лестницы). МПП., ЩС. Орау. Пусма картлашки çинче пĕр хĕрарăмпа çамрăкрах çын темскер-темскер калаçса лараççĕ. Сред. Юм. Картлашка, ступени лестницы. Календ. 1906. Тайлăк вырăна (на склоне) пусма картлашки пек ката-ката илсе, хĕррисене çатан тытас пулать. Цив. Хăйĕн те вара патша хĕрĕ патне çитесси виç картлашка çиç юлчĕ. (Из сказки). Хорачка. Пӧрт-ом картлашки — приступки. N. † Виç картлашки посмине эпир посмасан, кам посас? || Лестница. || Выступ, образуемый двумя зарубками. Стюх. † Çул картлашкисенчен шывсем юхать, те çумăрсем хытă юхнăран. N. Тусан пылчăк пулса çăрăлса выртнă чухне, çĕр картлашкисем çыпçăнса выртнă чухне... Когда пыль обращается в грязь и глыбы слипаются... || Начерт. 100. Картлашка — морщины на лбу. || Полка? СПВВ. ФН. Картлашка = шăкап. См. ульпучи.

кас

(кас), резать, рубить, пилить. Янтик. Кассан, юн тухмĕ унтан (так говорят про скупого человека). Сред. Юм. Кассан та, йон тохас çок (очень скупой). Чураль-к. Касман пир чăрки айĕнче çĕр утмăл мулкачă. (Купăста пуçĕ). N. Кĕсем, пошăт касассу-япалу!... тарнă, тет. N. Тыр вырнă чухне, касса-касса пынă майĕпе кашлинче кас-пăрах! (срезая хлеб вдруг...). Ала 56. Чăнах та ман мăй патне (до моей шеи) касса çите пуçларĕç (начали допиливать). ТММ. Вунă хут виç пĕрре кас. (Послов.). Изамб. Т. Сарнă чухне пур кĕлтесене те касаççĕ (во время аштарни). Богдашк. † Хĕреслĕ, хĕреслĕ касатпăр аслă урама илемшĕн. Упа 764. Икĕ çын вăрмана йывăç касма кайнă. Два человека пошли в лес рубить деревья. Т. Григорьева. Пуçа кассан, çĕлĕк тăхăн, алла кассан, алса тăхăн, теççĕ. (Послов.) N. † Касса хонă йоманне тĕнĕл тума полмарĕ. N. Вăрманне касса илмелле сутнă (на сруб). N. † Шурă хăва каснă çукчĕ, ывăнтарчĕ хулсене. Рак. Хăйсен алăкне те таçтан каснă — ĕмĕрте те кайса кĕрес çук, тесе вăрçаççĕ арăмсем. Ала 87. Çав чула хĕçпе кас. КС. Вăрçăра темĕн чухлĕ салтак касса пăрахаççĕ. Вĕлле-хурчĕ. Кĕрĕкунне, пыл пуçтарас вăхăт çитсен, чиерех çынсем хăйсенне çеç мар, çынсенне, ют паллă пулсан та, вăрттăн пылсене каса каса илсе, хуçисене ахаль тăратса хăвара пуçланă. Орау. Кăçал тырă лайăх пулчĕ, касса та уçăлмасть (густой, и крупные колосья; хороший налив). Шел. 21. Урпасемпе пăрисем касса уçăлми пулатьчĕç. N. Малтан йĕри-тавăра çеремне касса тухатăн. N. Хĕрарăмсем ку вăхăтра хăшĕ йĕтем касаççĕ. Скотолеч. 28. Чĕрнесене касса якатас пулать (ногги). || О костюме. ЧП. Пурçăн пиçиххи пилĕке касать (режет, жмет поясницу). КС. Енчĕк кант(д)ри мăя касать. || О рези. Б. Олг. Ой, вар касса кайрĕ, чăрр! вар касса кайрĕ! Утăм № 1, 26. Нумай йĕтĕн чĕрӳне касса, тĕл пулмарăн сунан ĕмĕте, илтеймерĕн ирĕклĕ сасса, килĕшмерĕ сана ват тĕнче. || Клевать. Якейк. Корак касман пĕрчĕк çок (все ягоды у рябины исклеваны). || Грызть. N. Хутаççа шăши каснă (продырявили). N. † Пире укçа памасан, шăши кастăр енчĕкне. Сала 97. † Çав укçана памасан, шăрши кастăр енчĕкне. || Кроить. Шишкин. † Шор сăхман ăма осал? — Сак çине хорса каснăран. Чершаг. Ман ачанне сăхман касрăн-и? (скроил-ли?) || Стричь. Яргуньк. † Инке маншăн ма макăран? — Сурăх, тесе, касас çук, сăхман туса, тăхăнас çук. КС. Паян сурăхсене касса ятăм (остриг). N. Хăлха таврашне ытла кĕске касрăн-çке эсĕ? Ты уж слишком коротко остриг волосы около ушей! N. Ачасем çӳç(ĕ)сене эп яланах хам касап, çынна кастармастăп. || Рубнуть. Кан. Вăл тӳрех çывăракан старик патне пырса, ăна пуçĕнчен каснă (рубнул). || Оперировать. Юрк. Унта каснă хыççăн (после операции) вилет (умер). Кан. Пульнитсара пуринчен ытла касса тӳрлетмелле чирсемпе выртаççĕ. || Анатомировать, вскрывать. Чхĕйп. Вилнĕ çынна лекĕрсем каснă (вскрывали). || Легчить, castrare. В. Олг. Мăкăр кас. Вотлан. Нӳхрепре касман така çӳрĕ? (Шăрши). || Ударить передними ногами. Орау. Чуттах хăйне касатьчĕ. Лошадь чуть не ударила его передними ногами (встав на дыбы). || Проедать, промывать (о воде). Орау. Шыв çул хыттине касса кайнă та, çул хĕрринче шĕл-кĕшленсе (т. е. юрпа хутăш) тăракан шывсем юхса кайнă. || Ударить, бить. Орау. Çĕннисем (те, кто стоял за передел) ватса вĕлернĕ, теччĕр, тесе, Терентюкĕ лешĕ (т. е. Шăрши) вилсен, пĕкĕпе пырса каснă, тет. Ib. Ачана касрăмăр. Мы отдубасили, отколотили парня. N. Унтан касат, касат чăпăрккăпа, арăмĕ тăраймас. Тогач. Пĕр каска урлă икĕ алтан пахаççĕ, икĕш те пĕр-пĕрне касаймаççĕ. (Куç). Ала 6°. Сикнĕ чух, эсĕ манăн купарчаран кас. ТММ. Пĕр ута (лашана) касни пин ута çитет. || Убить. Юрк. Пăшал пенине леш енчисем илтсен, эпир ăçта тăнине пĕлсе, çĕрле çывăрсан, хамăра касса пĕтерсе кайĕç тесе, хăраса... || Губить. Сборн. по мед. Пирĕн хура-халăха, сывлăхлă пурăнас тесен те, çав пĕлменниех (невежество) касать. Чхĕйп. Сымар çынĕ чĕрĕлмесен, вилсен: çук, пирĕн çына хăш киремечĕ те пулсан касса карĕ, тенĕ (говорили). Юрк. Укçа çукки касат (безденежье донимает). Кан. Анчах лапка прикашчăкĕ путсĕр çын пулни касрĕ. || Сред. Юм. Касать, очень нужно. || Бойко говорить. КС. Вăсам вырăсла касаççĕ анчах! Они хорошо говорят по-русски. N. Чĕлхи çĕлен сăнни пек касать шуйттанăн. || Изьездить, исходить. Орау. Виттĕр каснăç эппин эс Хусана! Ты, значит, всю Казань изъездил (напр., переезжая с квартиры на квартиру). Ib. Хусан кĕпĕрнине виттĕр каснă ĕнтĕ вăл. Рак. Лутра вырăс ял касать. (Укçа). Бюрг. Тĕнчене касса çитнĕ (обошел, видел весь свет; нехороший отзыв). Утăм. Çавăнпа эп халь тĕнче касап. Альш. Хула касса çӳрерĕмĕр. Мы ходили по городу. Шел. 88. Тĕнче касса çӳресех пĕтеретĕн пурлăха. || Очень хотеть. Якейк. Ман йорра вĕренесшĕн касатьчĕç анчах хĕрсем (очень хотели). Кильд. Кам апла аскăншăн кассах çӳрекен пур. Кан. Пĕтĕ ĕне вăкăршăн касмаст. || О пронзительном ветре. Орау. Çил виттĕр каса пуçларĕ. Ветер, крепчает. N. Çурçĕр енчен, витĕр касса, сивĕ çил вĕрнĕ. Н. Лебеж. † Ман çийĕмре йĕтĕн пир кĕпи, мĕн касмин те, çил касать. || Полтава. Ак сасартăк çын сасси, вăйлă саспа кăшкăрни хаяр касса илтĕнчĕ («вдруг восклицанье раздалось»). || Тюрл. Сăкман лайăх çипçассăн: касса тăрать, теççĕ.

касмăк яшки

назв. свад. обряда. Хурамал. Хĕрпе качча кăмака умнĕ тăратса, кĕççе витеççĕ. Ун чухне пăртак кăна яшка пĕçереççĕ, вăл яшкана «касмăк яшки» теççĕ. Вăл яшкана виçĕ пысăк салма тăваççĕ, çав салмана, пĕр виçĕ юплĕ сенĕк туса, çавăн çине тăрăнтараççĕ (натыкают) те, каччин инкĕшĕ пулсан, çавăнпа пĕрер çамрăк качча ятлама хушаççĕ. Вĕсем ятланă чух сĕтел хушшинчен çав касмăк яшкипе качча сапаççĕ. Хуп-хуп кĕпер, хуп кĕпер, хуп кĕпер урлă каçма пар; ывăл та пар, хĕр те пар, тесе сапаççĕ хĕрпе каччăн питĕнчен. Ташлакан ача, çав салмаллă сенĕке тытса, çапла калать инке, салма çиятни? Пичче, шупăт (шупăт = кĕрпе пăтти) çиятни? Эсĕ çийăн та, эпĕ памăп! тесе, хĕрпе каччăн тутисене тĕрткелесе çӳрет. Çапла туса çӳренĕ чух, хĕрĕн пĕркенчĕкне туртса илсе каять те, кĕлете кайса пытарать. Ăна вара хĕрĕ хăй шыраса тупать. Хăй тупаймасан, пытаракан ачине çĕрĕ парать те, ачи тупса парать. Унтан вара хĕрпе качча хĕве хупаççĕ (кĕлете кайса хупаççĕ).]

каçă

(каз’ы̆), переход (через речку и т. п.), переправа. Тюрл., А. Турх. Каçă, каçкăç — перекладина через речку. Ib. Каçа хутăм, каçкăç хутăм. Питушк. Каçă, мостки. П. Федотов. Шывĕнчен илсе каççине хунă пек, аран-аран пурнатăп (чтобы мостик намостить, из той же речки хворосту набираю, ибо других деревьев нет). АПП. † Аслă шывăн каçă çук, кĕтеес пуль кимĕ киличчен. || Перевоз. МПП. Каçă, перевоз (через реку). Курм. Каçă окçи (чгт. каçокçи), деньги за перевоз.

каçа

(каз’а), к вечеру. N. Каçа туса пĕтернĕ те, çăкăрне илсе, килне тавăрăннă. Орау. Каçа пĕтет ку ана пирĕн (к вечеру сожнем). N. Мĕшĕн апла пит каçа юлатăр? Почему вы так поздно вернетесь? (или: возвращаетесь). || Накануне. ЧС. Пĕрре çула, ака пĕтсен, пĕр вырăсэрни каçа мунча кĕрсе çаранлăха лашасем çитерме, ыран кунĕпех унта çитерсе тăрас тесе, хамăр валли çăкăрсем илсех кайрăмăр.

каçан

(каз’ан), спина. Цив. Тюрл. Каçан ыратать. Спина болит. Шурăм-п. Лашана илсе тухрĕç те, каçанĕ урлă (поперек спины) пуртă тытрĕç. Сред. Юм. Каçан витĕр вăт тохнă ôн. Много трудностей, опасностей переминовал, пережил он. СПВВ. АС. Каçан = сурăм. СПВВ. Т. Каçан — çурăм вырăнне калаççĕ. СПВВ. ПВ. Каçан — хребет; в б. Ядр. уезде — непечатный смысл (т. е. cunnus). СПВВ. ИА. Вăрă вăрăм, куçĕ чармак, çăпати вăтам, алли ĕçленнине çурăмĕ-каçанĕ çĕклĕ. Калашн. Тĕве каçан хушшинче пырать чӳхенсе çӳремелли чатăрсен йăрăм аркисем. Изамб. Т. Каçанĕ çинче тăрăх-тăрăх симĕс. На спине ее зеленые полосы. Собр. Каç пулсан, каçан сикет, теççĕ. А. Турх. Каçан — спина, каçан шăмми — спинной хребет. || Роdех. Cunnus. Зап. ВНО. Каçан = копарча, кот. Якейк. Пĕчĕк ачасене (и мальчикам и девочкам) ачашласа: каçанчен (каçанăнчен) çапас-ха, теççĕ. Ст. Чек. Ĕне каçанĕ тапратнă чухне сарăлса каят. Яргуньк. Каçан — ласкательно (= кут) у девочек sunnus vel anus. Ст. Чек. Каçан, у санок животных -genitalia. N. Каçанĕнчен çапнă. Ударил по заднице. N. Каçанне кантарнă. Satiavit libidnem. || Фамильное прозвище в дер. Ельшиховой, Ядр. р. Якейк. См. çурăм, тӳрт, а также Рааs. 61.

каçине

то же, что каçхине, вечером. ЧС. Каçине пулсан сурăхсене киле илсе килтĕмĕр.

каçрашка

с откинутой назад головой; выпячивающийся, выпячевный. Верхогляд, горделивыЙ, «кто ходит гоголем» Ск. и пред. 62. Ӳлĕмрен сан пек каçрашкасене çынсенчен кулса çӳреме вĕрентем! Хурамал. Пит каçăрăлса çӳрекен çынна калаççĕ: веç (вон) каçрашка иртсе пырать! N. † Сĕн ялăн каçрашки качча кайсан ланчашки. Кĕвĕсем. Пирĕн кас каччи иртнĕ чух леш кас хĕре каçрăлать; леш кас хĕрин каçрашки качча кайсан ланчашки. N. † Шемек хĕрĕсен каçрашки Пӳркел каччи юлашки. N. Каçрашка сăмса, вздернутый нос. Слакбаш. Каçрашка, чванный хвастун. || Рогульки саней, на которых держатся протянутые возжи. Шибач. Çона каçрашки или çона мыйри (тилкепе айăккалла каясран). || Назв. какой-то болезни, при которой ребенок плачет, выпячивая животик. Чăвашсем 6. Тата, ача каçарла-каçăрла йĕрсен, каçрашка пĕртереççĕ. Вăл каçрашкана амаран пĕр хĕр (едннственная дочь) пĕрет; çавăн пек амаран пĕр хĕр патне илсе пыраççĕ те, вăл хĕр вара ача кĕпи çумне тăхăр тĕле хурăн хуппи çĕлесе ярат.

катăл

(кады̆л), отломаться, отбиться, отколоться. || Убывать. КС. Пирĕн кил-йыш пит йышлăччĕ, халь нуммай катăлчĕ. N. † Аттин йышĕ катăлчĕ, çич йот йышĕ хошăнчĕ. Шибач. Ĕçмели-çимали мĕн кирлĕ вăлсане порте пор, никçан та катăлмасть. Лартрĕ (посадила) çимашкăн: çи, тет. Б. Янгильд. Кун вăрăмлансах пырать, çĕр катăлса пырать. Юрк. Чӳлмексене эсĕ пит начар тăватăн, час катăлаççĕ. Ядр. Тата çапла тĕрĕслесе çырнăран, çĕршыв хурплăнĕ е катăлĕ, тесе те шухăшлама юрамасть. Токшик. Юр куненех катăлса пырать (тает). || Ущербаться. П. И. Орл. Карлачă уйăхĕ кăçал вăл çĕн-çула катăлчĕ. || Умирать. Изванк. Унтан вара киле тавăрăнтăмăр та, урапасене ăрамах тăварчĕç, састопсене, кĕреçесене те урапасем çинех хурса хăварчĕç. Киле илсе кĕрсен, аван мар, çын катăлать, теççĕ. Виç кун çитсен, вăл урапасене тин илсе кĕреççĕ. (Похороны). Собр. Мачча пĕрени шартлатсан, чун катăлать, теççĕ. (Звук).

катари

далекий. КАЯ. Пĕр ăстарикĕ (один из стариков) халăхран кашни килтен укçа пухать те, катари пасара кайса, пĕр вăкăр илсе килет. Якейк. † Ати нӳхреп çич чалăш, çичĕ тĕслĕ сăри пор, катари хăни кайтăр, тет. Чăн катари эп анчах. Альш. † Катари çуртсене хуранташ турăм иртнĕ çӳренĕ чухне кĕмешкĕн. Кан. Пурăннă Шупашкартан çитмĕл те çичĕ çухрăм катарахри тĕнчере виçĕ тăван. || Рекеев. «Катари»-крайний, т. е. живущий на самом краю деревни.

качлаттар

ударять резко (лезвием тапора или ножа). КС. Пурттипе качлаттарат (резкий, сильный удар топором или ножом — («çивĕчĕшпе») Ib. Пуптăпа вартаççĕ, качлаттарса касаççĕ. Çутт. 80. Таçтан аякран темскер качлаттарнă сасă илтĕнет. || Об особом беге лошадей. Орау. Качлаттарса илсе пырат. Лошадь перебирает ногами сильно, поднимая их высоко, быстро бежа (или: чаклаттарса).

кашан

кожан. Шел. 109. Кашана çавсем илсе юлчĕçе.

кашламас

назв. ключа (родника), а также и поля. Чуратч Ц. Кашламасран шыв илсе килтĕм.

кивçен юлташлăхĕ

кредитное товарищество. Кан. 1927, № 237. Илме вăй çитменнисем кивçен юлташлăхĕнчен кивçен укçа илсе сиплешеççĕ.

кивçенле

заимообразно. Кан. Плуксем илсе килчĕ те, кивçенле салатрĕ.

кивçенлен

брать в долг; задолжать. СТИК. Ĕнтĕ чист кивçенленсе пĕтрĕм-ха (влез в долги). Сред. Юм. Хăйĕн окçа полмасан, çынтан та полса кивçенленсе илсе ĕçет.

кивçенлеш

то же, что кивçенлен. СПВВ. ЕС. Çынран кивçенлешсе е сутăн илсе...

кил

(к’ил’), итти, ехать, прийти, приехать, прилетать (сюда, в направлении сюда). Альш. Килтĕмĕр, килтĕмĕр те, уччилние çитрĕмĕр хайхи çавăрăнса (шли, шли, и, наконец, вернулись к школе). Ib. † Хуçи: кил, кил! тесессĕн, сĕтел умĕнчи çын эпир; хуçи: килех (прошу пожаловать)! темесен, алăк панчи çын эпир. Ib. Килех, хăта, килехи аван çитрĕн-е (хорошо ли доехал)? тесе калаççĕ. Ib. † Килмесĕр (вар. килмесĕр те) килнĕ çак киле, ытла (вар. ыттах) тĕлĕнтерсе хăварас мар. (Застольн. песня). Бюрг. † Килмесĕр те килтĕм çак тăвансем патне, ухатам килчĕ юрлама. Якейк. Ку карттуса вăл мана сан пата килме анчах пачĕ. Ib. Килĕçин килччĕр (или: килĕç. Если желают, пусть придут... Ib. † Пичи патне килесси (трудно), килессинчен каясси. Ib. Эс Хосана хальччен килмен-и? Халь килнисĕр пуçне эс нихçан та Хосана килмен-и? Ты первый раз в Казани? Ib. Килсен килĕ. Что же, ладно, пусть уж придет, что ли. ГТТ. Маншăн пулсан, вăл кунта пĕртте ан килтĕрччĕ. Я совсем не хотел бы, чтобы он приехал сюда. Изамб. Т. † Ăсатса яр, тăван, ăсатса яр, улма пахчи витĕр кăларса яр. Хăçан килессине каласа яр. Ала 94°. † Кинçĕм те лайăх Хĕвекле, килнĕ те кайнă вăхăтра, хирĕç те чупса тухинччĕ; хирĕç те чупса тухмасан, ăшă та сăмах пулинччĕ. Орау. Пĕр-ик-виççĕ киле-киле кайăп-ха эп (т. е. приеду или приду). Ib. Кашни кун киле киле чӳречĕнтен шаккăп. Буду, приходя каждый день, стучать тебе в окно. Ib. Килме çиле майлă пулчĕ те, аван пулчĕ. Ехать было по направлению ветра, поэтому хорошо. N. Тутар хĕрĕсем, тутар арăмĕсем çуркуннепе киле-киле пир-авăр тĕртмелли иле-иле каяççĕ. Тюрл. Вăл килмелле мар кайнă. Он ушел с тем, чтобы более не возвращаться. N. Килнĕ чухне атă илсе кил. Когда придешь, захвати с собою сапоги. Чув. пр. о пог. 171. Аслати пĕр çĕртен тепĕр çĕре килсе куçсан... Если гром переходит с места на место... Юрк. Куллен уччилнике кил, çырăва вĕренме ан ӳркен. Ib. Килессӳ пулсан (если думаешь приехать), часрах килме тăрăш. Ib. Эпĕ ун патне килсеттĕм, кала халĕ ăна, кунта ман патма тухтăр, тет. Янорс. Пăртак тăрсан тата темиçе пăрохот киле-киле карĕç, хăшĕ темиçе парăш кăкарнă. Шинер-п. Пирĕн пата ан килтĕр, тесе, картисене сӳтсе тăкрăç. Ст. Шаймурз. † Çакăях тăвансем пулмасан, килеймен пулăттăм эпĕ çак киле. Трхбл. Яшкана васкасах ан çак-ха, килерех паччăр (напр. сухаран, вăрмантан). Шурăм-п. № 26. Эпĕ алăкран кĕрсен çĕлĕке илсе, асаттесен йăлипе: ман килес! терĕм. Регули 22. Килмессерен килте çок вăл. Ib. З47. Вăл çомăр çăвиччен килсеччĕ. Ib. 1451. Эп чĕнтĕм она, вăл килчĕ; вăл каламарĕ тума, эп тумарăм. Ib. 17. Исе килмесĕр ма килтĕн? Шорк. Никам та килнĕ палли çук. Нет следов того, чтобы кто нибудь приходил. Ст. Чек. Вĕсем виççĕн килчĕç-и? — Виççĕн кăна-и вĕсем (какое втроем), вунпиллĕк çынна яхăнччĕ! N. Паçăр ман патма пĕр çын килчĕ те: аçу вилчĕ, терĕ (умер отец того, к кому пришел человек). N. Паçăр ман патма пĕр çын килчĕ те, сан аçу вилни çинчен пĕлтерчĕ. N. Паçăр пĕр çын килчĕ те: атте вилчĕ, терĕ (умер его отец). СППВ. ТА. Кил токко = кил халь. Икково. Ача алла килесшĕн. Ребенок просится на руки. Ib. Вăл ача ман алла килмест. Тот ребенок не идет ко мне на руки. N. † Хам тăванçăм килет, асăнса, хура лаши килет ыткăнса, ылттăн пĕкки килет çутăлса, хурама турти килет авăнса, чĕн тилкепи килет туртăнса. Едет нарочно ко мне мой родимый; его вороная лошадь мчится (стрелою), золотая дуга блестит, загибаются вязовые оглобли, (туго) натянуты ременные вожжи. Кан. Эрнере иккĕ килмеллескер, пĕр хут çеç килет. Альш. Сивĕ çĕрсем (ночи) киле пуçларĕç. Ib. † Сарă хăмăш тĕпне шыв килсен, çурккуне пулнине çавăнтан пĕл. N. Мĕн полат-килет! Что будет! (или: что будет, то будет!). || Прийти за... Орау. Кĕрĕкне илме килчĕ. Кĕрĕк ыйтма килчĕ. Пришел за шубой. || Вернуться, возвратиться. Бел. Эпĕ каяс çĕре утрăм, усем килелле килчĕç. Я пошла своей дорогой (в гости, в другую деревню), а они вернулись домой. (Они были из той деревни, что и рассказчица). Альш. Тимĕрçĕн ачи выляма кайнă, тет. Выляса килет, тет те, тимĕрçĕпе арăмĕ йĕрсе лараççĕ, тет. Ib. Киле килме тухрăмăр вăрмантан. Килсен, килсен, çул çинче манăн алса укнĕ-юлнă. Регули 177. Атти киличчен кĕтсе тăтăм. Ib. 318. Вăл киличчен кӳлсеттĕмчĕ. Ib. З51. Эп киличчен тăрнă вăлсам. Ib. 262. Утсам кĕтĕве ярмасăр килмерĕ. N. Атте пасартан киле пырать пулĕ (уже возвращается). || О запахе. Кратк. расск. Çăварĕнчен хăйĕн пит йывăр шăршă килнĕ. || О выигрыше. Яргуньк. Тата çĕр тенкĕ хучĕ, тет те, татах Ивана килчĕ, тет (Иван выиграл) N. Çапла ĕнтĕ хресченсенĕн тупăш çулталăкне З50 — 400 т. яхăн килет. || Зависеть; происходить. ХЛБ. Тырă-пулли пуринчен ытла сухаланинчен килет (зависит). N. Вăл ĕç пĕр пиртен анчах килмест (не от нас только зависит). Малт. шк. вĕр. фиç. 114. Анчах çавăн пек суя ĕнĕнӳсем пирĕн тĕттĕмлĕхрен килет. || Уродиться, удаваться. Çук, тулăсем кăçал килмерĕç (пшеница не уродилась). N. Хĕвел хытă хĕртсе типĕтсе янипе Египетре халĕ те тырă акни нимĕне те килес çук. || Сходиться. Собр. † Санпа манăн сăмах пит килет, те ĕлĕкрен пĕрле тăнăран. || Возникать (о желании). N. Курас килекен пула пуçларĕ (пулчĕ?). Стало хотеться увидать. О сохр. здор. Тăвассу килтĕр; тăвассу килсен, тума пулать ăна (это). Орау. Тул тухасран тухас килет. КС. Нихçан та кун пек ĕçес килсе ĕçмен пулĕ (т. е. эпĕ). N. Çырас килсе çырмастăп. Янорс. Манăн вара хот (грамоте) вĕренме каяс килекен полчĕ (захотелось итти учиться). N. Ку ача çул çинче пĕр утă лавĕ тĕл пулать те, çиес килнĕ майĕпе çăтат-ярать, тет. СЧЧ. Пăтти вара пĕтĕмпе çу кăна пулат (страшно масленая), çиес килмен çĕртен те çимелле (и не хочешь так явится аппетит). Юрк. Вĕренес килекенсем манăн авă вĕренеççĕ, нихăшĕ те ку вăхăтра киле кайма ыйтмаççĕ. N. Вара вĕсем мана: питĕ каясах килсессĕн, каях, ачам, терĕç. Регули 562. Мăнăн исе килес килет (килмеçт) конта. N. Манăн ăна вăл пӳрте пĕртте ларттарас килмес (не хочу, чтобы он строил). Сред. Юм. Чашăк çăвас килмесен, вăник кошак осрас полать. (Поговорка. Вăник кошак пĕр чашăк çулласа тасатаççĕ, тет). N. Укçа паракан çын хăй укçи выçă çынсене çитессине (дойдут ли) пĕлмесен, укçа парасси те килмест. К.-Кушки. Ăна курсанах, çилĕ килсе каят. Когда на него смотришь, зло берет. N. † Икĕ йӳллĕ çул пырат, пĕр юпĕпе хĕр пырат, çавна тытса, чуптусан, çамрăк пуçа вăй килет. || Приходиться, случаться. О земл. Ана çине навус тăкнă пулсан, çав 100 пăт хакне ĕçлесе тупма килмен пулĕччĕ. Толст. Мана пĕр золотника (= мăскала) 5835 пĕрчĕ килнĕччĕ (эпĕ вĕсене юриех суса пăхрăм, т. е. яйца шелкопряда). ЧС. Мĕн тăвас, пĕрре çапла килчĕ те, ларасах пулать çав. ХЛБ. Ана çине тирĕслĕке тăкнă чух епле килнĕ çапла (= кое-как) тăкас пулмасть. Альш. † Мĕскер пулмĕ, мĕскер килмĕ пирĕн çамрăк пуçсене! || Проявить то или другое качество. Ала 99. Хĕл ăшă килсен, çу сивĕ килет, тиççĕ. Изамб. Т. Кăçал çуркунне сиввĕ килчĕ (весна была холодная). ТХКА. З. Çанталăк пĕр килмест çав. N. Чăнах та, ыйтса пăхсан, Кĕркури пичче: самана çапла килчĕ, терĕ. О земл. Пурăнăç (жизнь) йывăртан йывăр килет. || Означать. Трхбл. Аптăранă тени вырăсла мĕн сăмаха килет-ха вăл? Какому русскому слову соответствует слово «аптăранă»? Альш. Вăл сăмахсем мĕне килнине (что означают) пĕлеймеççĕ. ГТТ. Çак сăмах (слово вирт «палы») мĕне-те-пулин килмĕ и тата? (не имеет ли связи с чем-либо). || Заниматься (о заре). N. Çурăмпуç килет. Занимается заря. || Относиться. N. Вĕсем пĕтĕм патшалăха килекен ĕçсене туса тăраççĕ. || Настраиваться (об инструменте). К.-Кушки. Купăс килмен. || О пении. Альш. Каллах пурте калаççĕ (поют) пĕр сасса килсе, пĕтĕм яла янăратса! Ст. Шаймурз. † Тавай, тантăшсем, иккĕн юрлар, ĕнтĕ килет пулсан кĕввĕмĕр. || Быть подходящим, пригодиться. Орау. Сăмаха килмен япала çинчен мĕн калаçса ларан? Ĕçе килмен япалапа, мĕн тăвас унпа, вырттăр хăй вырăнче. N. Апла килмест вăл. (Это выражение) и верно, не идет, не подходит. Батыр. Ташла пĕлмен çынна кĕвĕ килмен, тет. (Послов.). Ашшĕ-амăшне. Килменнине ан калаç. Не говори того, чего не следует. Ст. Чек. Улталани те манăн вĕт килет (т. е. складно, умело обманываю?). О земл. Икĕ хут сухалама килмесен... || Быть принятой (о жертве?). ЧС. Халь çĕнĕрен пĕçерсе чуклемелле, тата çĕнĕрен чӳклесе килмесессĕн, эсĕ пĕтĕм выльăх-чĕрлĕхе вĕлеретĕн вара (будешь виной смерти..). || Быть к лицу (о костюме). Икĕ талир пĕр манир; ăçта çаксан, килĕ-ши? I| Быть привезенным. Тораево. Тата арча килнĕ, арчи ăшăнче хĕç (меч) пулнă. || Вытекать. Орау. Ача умĕ («воды») килчĕ. См. ача умĕ. || Выходить замуж. Образцы 99. Тата пĕр çул кĕтĕттĕм, килмĕ çавă вăл мана. Я подождал бы еще годик, но дело в том, что она за меня не пойдет. || В чувашизмах. Сред. Юм. Онтан нăмай та порнаймарĕ, тет, карчăк ача килсе те çоратрĕ (неожиданно родила), тет. Йӳç. такăнт. 34. Улюн кальт тутине йĕпетсе. Ах, килех, кил, пулмастех! (Здесь кил в значении русск «прими пожалуйста» при вежливом обращении. Так, при угощении, напр., пивом, угощаемый, попив немного, возвращая поданный стакан или ковш угошающему на руки, говорит ему: кил). || В качестве вспомогательного глагола. Кан. Çул çинче ниçта кĕрсе чей ĕçме тупмасăр, çул тăрăшшĕпех юр çисе килтĕмĕр (всю дорогу ели снег). Якейк. Пасара кайса килме кĕрĕк пар-ха. Дай мне шубы, сходить на базар. ЧС. Атăр, çавна курса килер-ха (сходим и посмотрим), терĕç. N. Тилли кунтă тĕпне шăтарат, тет те, пуллисене çул тăрăх тăкса килет, тет. N. Манăн кун-çул кĕскелсе килчĕ ĕнтĕ. N. Пурăнас кун çулă (= кун-çулу) пĕтсе килсессĕн... ЧП. Вăйă иртсе килет-çке, пирĕн ăшсем çунçаçĕ-çке. Сунар. Унта çу çинче пĕр ылтан çыпçăнса килнине курнă (червонец пристал к весам, которые брали в соседи). Альш. Çырмасем типсе килеççĕ (после разлива). Ib. Тырра хиртен пуçтарса килеççĕ. Ib. Чапăрлăсене, халĕ ĕнтĕ вĕсене: тăват пилĕк килĕрен те ытла мар, теççĕ Мертлĕре, пĕтсе килеççĕ, тет, вĕсем. Ib. Чапăрлă çапла кĕçĕн ял пулса тăрат-тăрат та, пĕтĕмпе пекех пĕтсе килет. Ib. Тул çуталса килет (светает), пушара сӳнтерсе килеççĕ (возвращаются, потушив пожар). Ib. Кунсем лайăх тăраççĕ-ха. Çу уйăхĕ çитсе килет. Ib. Каçпа вара çынсем тухса килнĕ чух ӳсĕр выртат Мишка. Ib. Вăл тайлăмра (в ложбине по течению реки) вара ялсем килнĕ ларса. Ib. Килсе килчĕç вуникĕ вăрă. Синерь. Патша ывăлĕ кайăка хӳринчен тытрĕ, тет те, хӳри тухса килчĕ (оторвался), тет. Хора-к. Çанталăк питĕ тĕттĕ(м)ленсе килчĕ. Ib. Мункун çитсе килчĕ, ĕçме-çиме пĕтсе килчĕ. Якейк. Пӳрте кĕрес тесе, алăк хăлăпĕнчен тытрăм та, алăк халăпĕ хуçăлса килчĕ (отломилась). С. Дув. † Çӳлĕ ту çине улăхнă чух пĕр ял килет курăнса. Толст. Уйăх шуралса киле пуçланă, сывлăм ӳкнĕ, тул çутăлса килнĕ. Регули 225. Пол тытса килет; пол тытнă çĕртен килет. Ib. 1272. Копан-копан тияса килтĕм. Капанĕпе (копипе, копипех) тияса килнĕ. Орау. Тĕнче пĕтсе килет; ăйăх пусса килет. Ib. Мункун çитсе килет. — Тул çутăлса килет. — Каç пулса килет. Ib. Кăнтăрла çитсе килет, эпĕр, вырса, ана пуçĕнчен уйăрлман, ялкулли! КС. Аслати алтса килет. N. Суйлав вăхăтĕ çитсе килет.

килтерттер

понуд. ф. от килтер. Панклеи. Патша хĕрĕ: чĕлĕм те (даже трубку) илсе килмелле мар-и тата она (ему)? тет. Патша икĕ салтака илсе килтерттерчĕ Йăван чĕлĕмне.

киле кĕрт

то же, что киле кӳрт. || НАК. Ир тăрсан (после запирания в клеть), çĕнĕ çынна пĕлĕшĕсем киле кĕртме илсе каяççĕ. (Свад. обычай).

мăн килемей

жена брата «асатте»? КАЯ. Аттерен вунçичĕ пус илсе, мăн килемей патне кайрăмăр. || Почетное обращение к старым женщинам.

килеми

(-ми), то же, что килемей. МПП. Килеми, жена моего старшего дяди; посторонняя старуха. Торп-к. † Эпĕр туя кайман-и? Инке илсе килмен-и? Тухса пăх-ха, килеми (обращаются к матери жениха), утмăл купа капань пек! Актай. Упа та хыççăн сиккĕр (= сикрĕ), тет те, юман хушшине хĕсĕнсе ларчĕ, тет. Кайăк каялла çаврăнчĕ, тет те, упине туяпа: упа килеми, мăшклатăп! упа килеми мăшклатăп! тесе, çаптара пуçларĕ.

килĕн

(-л’эн’), наслаждаться, удовлетворяться. См. кинен. N. Хайхискер вара килне тавăрначчен çĕнĕ çăпатапа ташласа та киленчĕ, тет. КС. Шалт ватса киленчĕç те, вара карĕç. Натешились побоями и ушли. (Так и в Сред. Юм.). N. Мулчара кĕçĕтнĕ çĕтрен (-çĕртен) çапсан, çан-çурăм киленсех каять. Шибач. Ĕçсе килентĕм. Хорошо угостили в гостях. ЧП. Эпир юрла пуçласан, аттепе анне лараççĕ киленсе. Пазух. Ӳсĕрличчен ĕçер-и те, килениччен юрлар-и? Сред. Юм. Кин илсе те киленсех ларан çакă! И со снохой не очень нарадуешься! Ст. Шаймурз. † Кунтан тантăш тухса кайсан, тăшман юлчĕ киленсе. N. Нуммай çывăракан ыйхинчен киленнĕ, тет, ир тăракан ĕçĕнчен киленнĕ, тет. В. Олг. Çан çорăм киленсе кайрĕ (в бане). СПВВ. Çеçке киленсе ларать.

килĕш

(кил’э̆ш), соглашаться, договариваться, уговориться. Юрк. Пуринпе те (во всех отношениях?) çапла икĕ енчен те килĕшсен... Ib. Кĕсем те мĕн пурĕпе килĕшсен, евчи чăпăркка пăрахат. N. Канаш туса килĕшнисене хăшне-пĕрне земски собранисене параççĕ. || Торговаться, столковаться. Чем люди живы. Пăртак тăрсан, Симун çак арăмпа хакне килĕше пуçланă. N. Вăл кĕрĕшекенсемпе кунне пĕрер динарипе килĕшнĕ. Юрк. † Пӳлмĕрсем тулли тырă пур, хакне килĕшмесĕр ан сутăр. Ау 17°. Шуйттан ачи тухрĕ, тет те: этем ! ытти япалапа килĕш, çурт кучĕ йывăр, теççĕ, (терĕ, тет). КС. Эпир унпа килĕшеймарăмăр. Мы с ним не могли столковаться (или: сторговаться). Альш. Çарансем килĕшеççĕ. Юрк. Хай айăра илес текенсем виçĕ çĕр тенке килĕшсе укçа парсан, ăйăра илсе те каяççĕ. Ст. Чек. Вăл ун лашине килĕшмен (не сторговал) || Сосватать. Килĕшсе çураçни. К.-Кушки. † Килĕшнĕренпе йĕре-йĕре хĕрлĕ чĕре шуралчĕ. N. Хĕрĕ килĕшсен (кунсан), Мариам, тавăрăнса, хăй амăшне чĕнсе пынă. Образцы 99. Пĕр чӳрече, ик чӳрече, атте, мана хĕр килĕш. Атте, санăн кинĕ (сноха) пулĕ, манăн кăмăлăм тулĕ. || Понравиться. Никит. Çак сăмахсем пĕтĕм çынна питĕ килĕшрĕç (пришлись по сердцу, понравились). Альш. † Çак тăвансем патне килсессĕн, сăмах килĕшеймесрен хăратăп. Кан. Кăмăла килĕшрĕ пулмалла старикĕ. Н. Якушк. † Эпĕ каяс килĕре çын килĕшмест, теççĕ, эпĕ епле килĕшĕп-ши? (Хĕр йĕрри). || Помириться. Чăв. й. пур. 9. Леш Микка ялан ӳкĕтле-ӳкĕтле йăпатнă, ку йăпатнă тăрăх вара лешсем пĕтĕмпех килĕшнĕ. || Быть удачным, годным. N. Кунĕ те килĕштĕр, çынни те килĕштĕр. (Из наговора: «Ăш ыратсан, вĕрекен кĕлĕ»). N. Вĕсем (знахарки, лекарки) куçа килĕшмен япаласем ярса, пушшех пăсса пăрахаççĕ. О сохр. здор. 51. Çапах та вĕсем пит аван апат, вĕсене пурин те çиес пулать, анчах сывмар çынсене питех килĕшмест. Ст. Чек. Кунти çĕр-шыв мана килĕшмен (не подходящий климат). N. Эпĕ халĕ вар-виттипе хупланап-ха: те кунта килни килĕшмерĕ темĕскер мана. Орау. Мана пур апат та килĕшмест. Янш.-Норв. Телейсĕрсенĕн вăрласа кайсан та (невесту) килĕшмест: е вĕсене çул çинче тытса, укçасем илеççĕ, е курайман çынсем вăрланă чухне çӳсмен пăявне касса татаççĕ. || О согласии в речах. ЧП. Сирĕнпеле сăмах пит килĕшет. Ст. Шаймурз. † Сирĕнпе сăмах пит килĕшет, те кĕçĕнрен пĕрле ӳснĕрен. || Быть угодным, итти в прок. Ст. Чек. Манăн парне килĕшмен (жертва не принята). Ib. Кĕлле кайни килĕшмен (хождение в церковь оказалось неугодным). ДФФ. Çинĕ чухне, хул калек шăмăсене (= шăммисене) хышласа тасатсан, çутă çĕрелле тытса, витĕр пăхатьчĕç: вăл шăмсем таса пулсан, чӳк килĕшнĕ, тетчĕç, — таса мар пулсан, хура йĕрĕсем курăнсан: чӳк туни вырнаçуллах мар, тесе калатьчĕç. ЧС. Çын-мĕн кĕрсен, чӳклени килĕшмест (неудачно), терĕ. Ib. Пĕр-пĕр вĕçен-кайăк йăва çавăрма киле илсе килсен (пух жертвенных птиц) Куслав килĕшмест, тет те, вара нихçан та килĕшмест, тет. Арçури. Киремете килĕшмен, çырмаранах çырлахман. ЧС. Сирĕн хăйматлăхсене сурăх парне пани килĕшмен, унăн алли йăвăр пулса, сурăхусем çавăнпа вилсе пĕтнĕ. Шурăм-п. 9. Çав вите хуçи лаша çилхиие йăваласа муталать пулсан, лаша киле килĕшет (ко двору). || Быть приличным. Ст. Чек. Килĕшменне хытланан! Якейк. † Ай аки Мари пор, хĕр чох çӳрени килĕшет (когда выйдет замуж, гулянья прекращаются). N. Килнĕ çыннăн кайни килĕшет. || Быть к лицу. N. † Çĕнĕ çапата, шур чăлха хĕр уринче килĕшет; хура сăкман, йăс тӳмме каччă çинче килĕшет. Г. А. Отрыв. † Хамăр хура пулсан та, савни сарă килĕшет.

килĕштер

понуд. ф. от гл. килĕш. || Уживаться, дружить. Дружно жить. КС. Ашшĕпе ывăлĕ килĕштеримарĕç (не могли ужиться). Батыр. Кӳршĕрен кушак илсе ӳстерсен, кӳршĕпе килĕштерсе пурăнмалла мар, тет. Шибач. Йăван арăмпеле акăш килĕштеримаççĕ. || Соглашаться. N. Хĕрĕ, ашшĕсем килĕштерсен, килĕштерет-и, тен те, ашшĕсем тем хăтланĕç. Ала 9. Пĕр пĕрне юратса, пĕр-пĕрин халапне килĕштерсе пурăннă. Болезни. Вĕсене ĕç ĕçлесе парас вырăнне картла выляса ларма часрах килĕштермĕлле. || Приводить к согласию. N. Тутарсем, пирвай килĕшмен пек пулса, чăркăшса тăчĕç. Тăрсан-тăрсан, пĕр тутарĕ килĕштерсех пăрахрĕ. ППТ. Шавласа тăраççĕ, тăраççĕ те, вăйçа епле те пулин килĕштереççĕ. || Чувствовать взаимную симпатию. N. Иванпа Маре тахçантампах килĕштереççĕ ĕнтĕ вĕсем. || Облюбовать, наметить. ТХКА 30. Ĕлĕк эпĕ салтакра — Варшшавра слушпăра тăнă чухне, пĕр поляк хĕрне килĕштернĕччĕ. Оксанă ятлаччĕ вăл хĕр. N. Суйланă чухне хăйсем кама килĕштернĕ, çавна суйлас пулать, çын каланине итлес пулмасть. ЧС. Кушил çĕклекене килĕштерсенех (как только выберут?), ачасем анат вĕçĕнчи çурта чупса каяççĕ. || Примирить. Бес. чув. Арăмĕ ачисем темĕн килĕштереймесĕр йĕре пуçланăскерсене килĕштерчĕ те, вăл сĕтел хушшине ларчĕ. || Умилостивлять. ГТТ. Тӳркĕллисене килĕштерес пулат. Надо умилостивить (уладить) духов. || Настроить (инструмент)? || Найти подходящим, рrodare.

кипĕт

повидимому торговая лавка. (с тат.). Ст. Шаймурз. Кая-кая икĕ пĕлĕт хушшине пырать, тет, унта яр-мунккава пырса кĕрет, тет. Пĕр кипĕтрен вуткĕ аршăн, аршăнне виççĕр тенкĕлĕхне виçтерсен, хăйсем урăх пӳлĕме укçа пама кĕреççĕ, тет. Ача, вĕсем кĕрсен, виçсе хунă тавара кĕсйине илсе чикет, тет. Укçа парса килсен тавара пăхаççĕ те, тавар çук, тет. Кусем калаççĕ: йăнăш пулнă пулĕ, тесе. Çĕнĕрен виçсе параççĕ, тет. Кипĕтрен тухса каяççĕ, тет.

киремет

(кирэмэт, к’ирэмэт’, Пшкрт: кєр’ємєт), киреметь (как свящ. место; от араб. кирамӓт). Охотн. Разные места около деревни и в самой деревне чуваш усеяны киреметями. Даже люди, близко стоящие к чувашам, часто ошибаются, понимая под слозом «киреметь» самих злых богов. «Киреметь», собственно, есть место, где пребывает злой дух, напр. дух какого-нибудь известного, некогда жившего на этом месте, чувашина, представляющего собою героя. У нас, напр., около деревни лежит прекрасное возвышенное пустсе место, имеющее форму полуострова, так как оно окружено с трех сторон двумя реками, соединяющимися в одну. На этом месте, помню, несколько лет тому назад росла старая, старая береза. Место около березы, а нередко и самую березу чуваши называют «утлас киремечĕ» — киреметь Утласа. По преданию чуваш, всем этим полуостровом владел когда-то богатый мужественный чувашин по именн Утлас. Находясь на высоком месте, откуда виднеется окрестность, и в то же время защищенном реками от нападения неприятелей, и владея домом с подземными кодами, ои умел всегда искусно и мужественно охранять себя и свое имущество от воров и разбойников и держать в страхе и покорности жителей нашей деревни. Утлас сам давным давно умер, но не умер его дух; он живет под березой, посаженной Утласом в своем саду. Дух его и теперь держит чуваш в страхе. Ни один чувашин не осмеливается выразить свою непочтительность к березе, где живет он, в противном случае дух Утласа наказывает его продолжительными телесными болезнями, для избавления от которых существует единственное средство — просить прощение в молении перед березою и зарыть в землю около нее медную монету, двухкопесчного или трехкопеечного достоинства. (Признаки жилища. Утласа до сего времени сохранились). «Киремети» имеют и другое происхождение. Место, где раньше совершали в продолжение столетий общественные моления высшим богам, нередко впоследствии были оставляемы, так как с течением времени условия жизни изменились, и чуваши, находя неудобным молиться на том месте, выбрали другое место для молений. Но уважение к прежнему месту молений сохраняется. Они и после изредка ходят туда молиться. Затем йомзи, затрудненные в обьяснении причины болезни чувашина, обращавшегося к ним за советом, говорили, что болезнь могла произойти лишь от неблагопристойного поведения его около известного места. Так постепенно чуваши приходили к убеждению, что на этом месте обитает злой бог, который и посылает нм болезни. Отсюда произошли новые «киремети» чуваш. Например, в нашей деревне, на берегу речки, есть место, куда собирались некогда для совершения общественных молений; оставлено было оно, по всей вероятности, когда поселились на противоположном берегу русские. Присутствие их мешало им молиться, так как те позволяли себе смеяться над их религиозными обрядами. Чуваши для молений выбрали другое место, а прежнее обратилось в «киреметь» (Авăр-кӳл киремечĕ). Сюда, в день совершения общественных млений, приходит старик, выбранный обществом, подметает небольшое место и, незаметно зарыв в землю медную монетку, отправляется домой. Этим выражается уважение к священному месту и память о молениях в старину своим высшим божествам. Чуваши чрезвычайно боятся киреметей и положительно разоряются на жертвоприношения им, особенно при продолжительной болезни. Дети еще с малолетства запугиваются «киреметью». Я помню, как нам было страшно проходить мимо «киремети»: мы опасались даже говорить между собою, чтобы как-нибудь не проронить оскорбительного для «киремети» слова. Как-то невольно слово застывало на языке. Никит. Киремет место — место, где приносят жертву киреметю. N. Ĕлĕк чăвашсем киремет патне укçа пăрахнă, халь нухрат пăрахаççĕ. Акă вăл мĕшĕн: халь киремет ашшĕ вилнĕ, теççĕ, аслă ывăлĕ уйăрлса тухнă, вăталăхĕ салтак(р)а, кĕçĕнан ухмах, теççĕ; çавăнпа ăна халĕ, укçа вырăнне нухратпа улталаççĕ. Собр. Умма татас вăхăт çитиччен, киремет патне умма татса еçсе пăрахсан, киремете аçа çапса çунтарса ярать, теççĕ. Çапла тусан та тармасан, сысна пуçĕ кайса чикеççĕ, тет те, вара тарать, теççĕ. N. Вăл мăн чӳк тенине киремет ăшăнче тумаççĕ, пĕр таса çерем çине тухса парне кӳреççĕ. Шурăм-п. Кунта ĕлĕк киремет пулнă, тет. N. Вăл киремет тени — йăри-тавра йăвăç; çав йăвăçсан йăри-тавра карта тытнă, çав карта ăшне пĕтĕм ватă çынсен (так!) пуçтарăнса кĕл-тăваççĕ. И. Тахтала. Киреметре ан вăрçăр, унта вăрçакан вилет. Никит. Çав киреметре час-часах çынсене киремет тытать. Начерт. 104. «Киремет» и «киреллĕ», место чувашского богослужения. Бгтр. † Пирĕн ял çине пăхсассăн, Шупашкарăн туйăнат, çак ял çине пăхсассăн, киреметĕн туйăнать. Панкми. Чĕке ту киремет, Мăн киремет, Çĕн киремет. Чăвашсем 13. Чăвашсем, килте пĕр-пĕр çын чирлесен, юмăç патне каяççĕ те, вăл вăсене мĕн-те-пулин каласа ярат. Е пĕр-пĕр ыр сăмах калат (киремете), ырă сăмах каласан вара часрах тума хăтленеççĕ. Хăш киремете, вăл юмăç мĕнпе чӳклеме калат: пăтăпа-и, хур-кăвакалпа-и. Пăтă юсманпа ак çапла тăваççĕ: пилĕк тиркĕлĕх юсман тăваççĕ те, унтан пăтă пĕçереççĕ; пиçсен вара, кайса хăш ырăсем каманине чӳклеççĕ. Пырсан, пăттине юсманне лартат та, асăнат: е пĕсмĕлле, тав тăватăп, пуççапатăп, çырлах, мана хĕнне асапне ан пар, тесе. Хамăр айванлăхне пуççапса каçарттарма килтĕм, çырлах, ан пăрах, тет. Çак сан таврашăнта ытлашши сăмах калаçнă пулин те, вылянă-кулнă пулин те. Çырлах, тунă кĕллĕме хапăл ил, эпĕ хуранлă пăттăмпа, тиркĕлĕ юсманăмпа асăнатăп, витĕнетĕп, мана (чит. ман) айван кĕллине хапăл ил, эпĕ хам айванлăхăмпа йăнăшрăм, çырлах, тунă чӳкĕм-кĕллĕм вырăнлă пултăр, тет. Вара виç хут ӳксе пуççапат та, тата укçа хурат вара, миçе пус та пулин. Ун пек киреметсем пирĕн çĕрте пилĕк тĕлте. Ак ăçта: пĕрремĕш — Шăхран тулĕнчи ырсем, вăл варман хĕрринче, çырмара, Киштек хирĕпе хамăр хир хушшинче; иккĕмĕш — Киштекри ырсем теççĕ, вăл çирма ялта, вăрман хĕрринче; виççĕмĕш киремет вăрмантан пăртак аяккарах, унта ĕлĕк пит шултăра вăрман пулнă, пит вăйлă вăрман пулнă, çĕмĕрт пит нумай пулнă; анчах вăл киремет пит хаярччĕ, тет, вăл; унта никам та пырса кĕреймесчĕ, тет; вăл вăрмана вара уделни вăхăтĕнче кирпĕç тума кастарнă, тет; ăна кастарма килекен старшина вара пĕр уйăхранах вилнĕ, тет. Тата пĕр Киштек вырăсĕ çав киремет тĕлĕнчен иртсе пынă чух, ун тĕлне çитсен, мăшкăлласа, ларса сыснă, тет те, хăй вара пĕр эрнеренех вилнĕ, тет; пит усалччĕ тет, çав киремет. Çавăнпа унтан халĕ те пит хăраççĕ. Халь анчах йывăç сахал юлнă ĕнтĕ: саккăр-и, тăххăр-и анчах юлнă ĕнтĕ. Тăваттăмĕш киремет — Тарăнварта, вăл Салмалав хирĕпе хамăр хир хушшинче. Пиллĕкмĕш киремет — Хула ăшĕнче, Ахтапана кайнă çĕрте, çӳлĕ çыран хĕрринче. Тата тепĕр киремет Кăнна урлă, Таяпа енче, тĕме çинче; унта пĕр хурăн ларат халĕ. Çак киреметсем пурте пĕр пек мар: хăшĕ ытларах та хаяр, хăшĕ аплах мар, тет. Тата хир-йĕнче, Раккассипе Елшел хушшинче, пĕр киремет пур, тет, çавна çитес хаяр киремет çук (такого злого киреметя, как он, нет), тет, вара. Ун тĕлĕнчен иртсе кайнă чух калаçма та юрамаст, тет, кулма та юрамаст, тет. Вăл киремет вырăнĕ çултан инçе мар, çултан çĕр хăлаç анчах, тĕме çинче, таврашĕнче йывăçсем ӳснĕ, çавăн енне çавăрăнса пăхма та юрамаст, тет. Пĕлтĕр пирĕн ялсем улатимир Аçтап(п)анĕ Миххайла праçникĕнче Раккассине йыхрава кайнă. Унта вăл ĕçкеленĕ, каç пулсан тин тухнă, хăй ӳсĕр пулнă; çав киремет тĕлне çитсен, аташнă вара, аташса çаврăнкаласа çӳресе шат супнă вара. Унтан çав киремет тĕми çине пырса кĕнĕ те, унтах лашине тăварса, çуни çумне кăкарса, выртнă вара. Вăл, çывăрсан, пит усал тĕлĕк курнă вара. Тухнă, тет, салтак çарри, пурте пăшалпа, тет, унтан кăна та шурă кĕпе-йĕм тăхăнтарса пăшал парса, салтакла вылятнă, тет. Унтан ирхине, тул çутăлсан, киле тавăрăннă вара; киле тавăрăнсан, мĕн пулнине пурне те каласа кăтартнă вара. Унтан вара хăй пĕр эрнеренех чирленĕ те, тăватă уйăх асапланса(н), вилчĕ вара. Нимскер туса та мая килмерĕ. Хăй виличченех пĕтĕмпе çĕрсе кайнă. Сред. Юм. Кашни киреметĕн хăйăн хуçи пôр, теççĕ. Çав хуçин çитĕнсе хĕр качча кайсан, çав хĕрĕн ô киремете хăйпе пĕрле илсе каяс пôлать, тет; хăйне илсе каймасан, киремет темле чирпе те чирлеттерет, тет, çав хĕре. Чирлесе аптрасан, хĕр вара киремете хăйпе пĕрле илсе каять, тет; ăна илсе каяс пôлсан, ак çапла тăваççĕ, тет: пĕчик пӳкçни (= пукане) тăваç, тет, тôтăр таткисĕнчен чӳркекелесе те: çак пӳкенипе пĕрле киремет пытăр, тесе, хăй качча кайнă яла илсе кайса, орам варрине пăрахса хăварать. Вара çав пӳкени пăрахса хăварнă çĕрте киремет полать, тет; он хуçи вара çав пӳкени илсе пыраканнисĕм полаççĕ, тет. Çапла вара пĕр киреметрен икĕ киремет полать, тет: пĕри çав ĕлĕк полнă çĕрте, тепри пӳкенипе илсе кайнă çĕрте. КАЯ. Хăшĕ-хăшĕ чӳк хыççĕн (после моленья) киле кайма лай(ă)х мар, тесе, киреметсене кайса, укçа парахса кĕл-тусан, тин тавăрнаççĕ. М. Васильев № 3, 4. Çав хорама котне кайса янă çынна чăвашсем киремет тее пуçланă, киремет хăй çих полман-мĕн, онăн çемьи те полнă. Собр. Пуринчен ытла чăвашсем киремете пуççапаççĕ, ăна вăсем хурăнсенче, ăвăссенче, çеремсем çинче, е хурамасенче, юмансенче пурнать, теççĕ. Пĕр пĕр çын халсăр выртсассăн, часрах: е арăмĕ, е амăшĕ, е аппăшĕ, юмăç карчăкĕ патне чупса каять. Вăл пырсассăн, вара юмăç карчăкĕ хăйĕн пĕр тӳмме пек юмăç пăхмаллине енчĕкĕнчен туртса кăларат те, тути патне еçсе, тута тавра çавăркаласа: çав киремет тытман-и? ку киремет тытман-и? тесе, тӳммине ярать те, çиппе сулкалама тытăнать. Тӳмми сулкалансан: çав киремет тытнă, теççĕ; тӳмми сулкаланмасан: урăх киремет тытнă, теççĕ, вара тата пăхма тытăнаççĕ. Çапла вара юмăç пăхтарма пыракана суйса яраççĕ. Юмăç пăхтарса килсессĕн, киремете пăтăпа, юсманпа чӳклеççĕ. Шăматкун пасара пĕр икĕ пăт ыраш е сĕлĕ нухрат илсе парса яраççĕ. Килте вăл вăхăтра тайăн сăра тăваççĕ. Тайăн сăра тусассăн, пасартан нухрат исе килеççĕ те, пăтăпала, юсманпала киремете чӳклеççĕ; чӳкленĕ чухне юсманне пĕртак чĕпĕтсе илеççĕ те, нухратпа пĕрле уя, ăçта киремет пур, çав вырăна, пăрахаççĕ. Вырсарникун çитсессĕн, ир ирех киремет сăрине, ĕстел çине çăкăр хурса, чӳклеççĕ те, пĕрне часавай патне турра çурта лартма яраççĕ. Часавай патне çитсе, кулач исе чӳклесен, пĕр татăк киремете: çытăр, тесе, пăрахаççĕ. Çав пăрахнă кулача пĕр-пĕр ула-курак е çăхан çисассăн, киремет çиленет, теççĕ. Кайран тата халсăр выртсассăн, тата тӳрлетеççĕ. Ib. Чăвашсем киремете туррăн шăллĕ (в ориг. «шăлĕ») теççĕ. Т. VI. 54. Тата ĕçленĕ чухне те: вăрçса те ятлаçса çӳретпĕр пулĕ, киреметсем, çырлахăр, тет, турамăшĕ! НАК. Сырлан киремечĕ, Хура-Кĕсрери киремет, Саланчăкри киремет, тăлăп ăшĕнчи киремет! Пурăр та çырлахăр, пиртен урăх ан ыйтăр; кама мĕн кирли аçăвăртан ыйтар (см. ,,сĕмĕле»), эпир ăна сирĕ(н) тӳпĕре те патăмăр (дали и на вашу долю). БАБ. Ахаль те пирĕн хирте киремет нуммай, мĕн пурĕ пилĕк киремет: Аслă киремет, Кĕçĕн киремет, Пулат киремечĕ, Явка ялĕ, пиллĕкĕмĕшĕ — çичĕ çырма пуçĕ. Ib. Вăл аннен ала тымарне тытрĕ те, калама пуçларĕ: а! сире тăшман киремет ячĕпе пăсса пĕтернĕ. Янш.-Норв. Йĕкĕр-чуллă, аçаллă-амаллă киремет! Карăш пурчĕ (чит. пурчĕ?) киремет, уй пуçĕ киремет, Алăк умĕ киремет, Кивĕ-çурчĕ киремет! пурăр та çырлахар, пиртен ытлашшине ан ыйтăр, мĕн кирлине аçăвăртан ыйтар, эпир ăна сирĕн валли те патăмăр. (Уй чук туни; молитва к киреметям). ЧС. Кăна, сирĕн ĕнене, киремет тытнă; пĕр кавакал памасăр çырлахас çук, тенĕ (сказала старуха-йомзя), N. Вăл туррине те, киреметне те ĕненмест. N. Киремет тытрĕ: алă-ура чист хутланса кĕчĕ (киремет прогневался и послал болезнь). Нюш-к. Вырăслайра пĕлтĕр пăру кĕтӳçне, пĕчик ачана, машшин курăннă, тет. Шуркут Ярмулли (ватă çын) уна илтсен: киремет вырăн шырать пуль, тет. Çавах мана кĕлел тавра иртнĕ çăвла ут кĕтӳ кĕтнĕ чух... (здесь пропуск). Халь киремет пĕр çынна та тытнине каламаççĕ çак, тесен ак çапла каларĕ: халĕ киремет йăвашланчĕ, ĕлĕк питĕ хаярччĕ; эпĕ унтан 2 сум вунă пус парса (пăрахса) аран хăтăлтăм, арăм чут вилсе каятьчĕ. М. Васильев. Киремет тесе, çынна тытса хутлакан турра (так!) каланă. Вăл пит усал пулнă; ăна, тул çăнăхĕнчен сар çупа çăрса, юсман туса панă. Шурăм-п. Атте мана шăппăн каларĕ: ку киремет мар, ку арçури; киремет вăл куçа курăнмаст (терĕ). N. Киремете парнене кӳрекен выльăхсем: хур, путек, така, вăкăр, тына тăваççĕ (приносят в жертву), урăх пĕр япала та тумаççĕ. Чхейп. Вара сымар выртакан çынĕ чĕрĕлсен: киреметсем çырла(х)хăрçĕ ĕнтĕ, тесе хĕпĕртенĕ; сымар çын çаплах чĕрĕлмесен, киреметсене тата ытларах тăрăшса тăва пуçланă. Татах сымар çын чĕрĕлмесен, каланă вара: çук, пирĕн киреметсене кам-та-пулсан пирĕн çиран (на нас) елеклерĕçĕ пуль, тенĕ, çавăнпа çырлахмаççĕ пире киреметсем, тенĕ. Курм. Киремете валли: пашалу, вĕтĕ йăва, пăтă пĕçерсе, турăшсене кутăн тăрса, алăк янаххисем çине, çтенасем çине, йĕркипе, çуртасем çутса, чăркуçланса ларса, пуçĕсене чиксе, темĕскер пăшăлтатса кĕл-тăватчĕç. Ib. Пирĕн аттесем киреметсене салат, хăмла, çпичкă, тата укçа пăрахатчĕç: на сана, киремет, сăра туса, ĕç-çи, савăн; малашне пире ан тив, тетчĕç. Байг. Тата манăн аттепе анне тĕрĕс чăн тĕнпе пурăннă: тĕрлĕрен киремете, хĕрт-сурта чӳк туман, тата юмăç патне те ăс ыйтма çӳремен. Ст. Чек. Киремет вăл аван улталанă, шур сухаллă старик пулса, çынсене курăнса вăл каланă: эсĕр мана çапла-çапла асăнсассăн, хĕн-хур ямăп, тенĕ; чир-чĕр ямăп, тенĕ, выльăх-чĕрлĕх-хĕре айăп тумăп, тенĕ; асăнмасан, хур туса пĕтерĕп, тенĕ. Иванова. Пирĕн ялти тĕне кĕмен чăвашсем: питĕ усал киремет, тесе, çаксене шутлаççĕ: Хăмăл ятлă киремете, çиçтĕпе, тата ял вĕçĕнчи пĕр пысăк хыра. Сюгал-Яуш. Ĕлĕк киремечĕ хут пĕлнĕ. Хут пĕлнĕ те, ăна нимĕнпе те улталайман, укçах (так!) парсах пынă. Вăл аччи-пăччисене (так!) хут вĕрентмен. Çавăн пирки, хĕç тимĕртен касса, тенкĕ пек туса пăрахсах улталаççĕ. Шинар-б. Пирĕн хамăр патра пĕр çыран хĕринче пĕр çӳлĕ ту пур, унта пурте: киремет пур, тесе, пуççапнă, укçасем пăрахнă. Халĕ ĕнтĕ пирĕн вăл киремет сăрчĕсене сухаласа пĕтерчĕç. Ăна пурте сухапама хăранă. Виçе кассинче пĕр Иван Гаврилыч ятлă çын пулнă, вăл вара çав киремет сăрчĕсене, йӳнĕ хакпа илсе, акса пурăннă. Çапла вара пирĕн патра киреметсене пĕтернĕ. Собр. Киремете вĕсем турăран те аслă, теççĕ. Чирлесен, ăна: е хур, е кăвакал памалла, теççĕ; хур та, кăвакал та памасан, вăл вилет, теççĕ, мĕшĕн тесен ăна киремет: нуммай вăхăт иртернĕ, тесе, вĕлерет, теççĕ. Юрк. † Çӳлĕ ту çинчи киремет, начарланнă шеремет; шурă такапа чӳк тусан, самайланнă киремет. Çĕнĕ ялсенĕн хĕрĕсем начарланнă шеремет, Кивĕ-ялăн каччисем, чуп-тусан, самайланнă шеремет. КАЯ. Çавăрăнсан-çавăрăнсан (хлеб при гадании), хай мăн килемей аннене укçа çине кăтартса каларĕ: пăх, кин, пăх, тулĕк сан куçа те курнать тем, укçа çине пĕр пĕчĕк улпут сиксе тухрĕ. Вăл улпут Сурăм киремеч ывăлĕ. Унăн çăварĕ кĕмĕл, чĕлхи ылттăн, кĕçĕн чĕлхи (uvula) пăхăр; вăл икĕ чĕлхе ак мĕн калать: Апрам таврашĕ (пирĕн йăх ячĕ) ĕлĕк ман асаттене, вырăсла пулнă чух, пĕр тиха паман, халь çавăншăн ачине урнă йăтă туллаттартăм, ун ачи урса вилĕ!.. НТЧ. Хĕрлĕ çыр киреметĕнчен... N. Кайри (киремет?). N. Киремет пӳрчĕн никĕсĕ. См. Шĕнер киремечĕ, Рекеев III, 5, Магн. М. 121. || Приносимое в жертву киремети. Макка 53. Пирĕн ял патĕнчех хурăн çул пур, çав хурăн çул çинче киремет прахаççĕ. || Бранное обзывание. Ст. Чек. Ку киремет ста карĕ? Куда это он поехал? || Назв. местностей. НАК. Пĕрре кайăк хыççăн Хура Кĕсрери киреметре çӳренĕ чух, кӳлĕре пĕр кăвакал куртăм. Елаур. Киремет. Вăл Маликасси хыçĕнче, çӳлĕ ту айĕнче. Ĕлĕк унта киремете чӳк тунă. Унта малтан сĕм-тĕттĕм вăрман пулнă. Бел. Гора, Ст. Ганьк. Киремет, назв. урочища. Янших. Б. Пирĕн ял укăлчи тулашĕнче виçĕ хырă йывăççи пур. Çав хырăсем патĕнче ĕлĕк суя тĕнлĕ çынсем ку киремете пуççапнă, çавăнпа вăл вырăна Киремет, тенĕ. || Назв. оврага (тип çырма) около д. Дуваневой, б. Буинск. у. («унта ĕлĕк учук тăваччĕç»). || Назв. горы около д. В. Байгуловой, Козлов. р. Эпитеты «выртакан», «выртан», встречающиеся в названиях духов, повидимому, также свидетельствуют о том, что культ киреметей возник у чуваш из почитания умерших, слившегося впоследствии с культом мусульманских святых, на что указывают и сл. киремет, мăчавăр, мамале. См. Оп. иссл. чув. синт. II, 270.

киремет карти

ограда киремети. Макка 204. Чӳклекене мĕн пур аслă ĕçсен патне илсе каяççĕ, напр., киремет карти тытнă чухне. Киремет картине ăна вунă çултан пĕрре тытаççĕ; ăна тытса пĕтерсен, вара пĕр виçĕ кун праçник туса чӳклеççĕ. Чӳклекене вăл вăхăтра мĕн пур тутлă япапасĕне çитереççĕ.

кирлĕ

(кирл’э̆, к’ирл’э̆ Пшкрт: кєрлэ̆), нужный; нужно, надо, надобно. С. Дув. † Парă лашана пушă кирлĕ мар. Чаду-к. Сана мĕн кирлĕ? Что тебе надо? Изванк. Мĕн кирлĕ пек япаласене пĕтĕмпех хатĕрлесе çитерсен... Курм. † Ĕçрĕмĕр те çирăмар, тата пире мĕн кирлĕ? Регули 552. Мĕн кирлине шпах парать. Варан. 122. Кирлине кура çынсем тĕрлĕ йывăç касаççĕ. Ib. 22. Ку япала мĕне кирлĕ? Нимĕне юрăхсăрĕ-çке вăл. Изамб. Т. Ул пасара кайса, мункуна мĕн кирлине пурне те илсе килеççĕ. Яндобы. Кашкăр калать: кирлĕ кунта кирлĕ пулăп, тет. N. Унăн (калекĕн, у лопаточки) вĕçĕ шĕвĕр, икĕ енĕ те çĕçĕ пек çивĕчĕ пулма кирлĕ! Яргуньк. Кирлĕ вăхăтра кирлĕ пулăп! (Сказка). Ib. Улма кама кирлĕ, улма! (Крик продавца). Букв. 1902. Çав кирлĕ сана! Так тебе и надо! (т. е. ты это заслужил). Баран. 103. Кирлĕрех пек туйăнсан, йывăç тавра тислĕк хурса тухаççĕ. Альш. Аван: çитнĕ пурте, кирли çук (нет недостатка ни в чем). Ib. Кирлĕ тĕлте калăпăр. В надлежащем месте мы скажем (и об этом). ПВЧ. 100. Çăл-куç шуне (= шывне) çĕклеме, витри çутă, ай, кирлĕ мар. (Замеч. оборот, где вм. определения поставлено адвербиальное выражение). Четырлы. Çĕр укçасăр кирлĕ, вăрман йӳн кирлĕ. Букв. 1904. Е тата кирлишĕн пуянсене кĕрĕшсе хутран-ситрен лава каять. Юрк. Унта çыру пĕлни кирлĕ мар. Шемшер. † Пӳртем вĕçĕнчи сăрлă йопи, кирлĕ марччĕ сăрлама; ах, атте те, ах, анне, кирлĕ марччĕ çоратма! Ст. Чек. Улма кирлĕ мар-и? — Улма-и-ха кунта! (Не до яблоков!). Сред. Юм. Пирти çилсемпе пылчăкра çӳреме ним те кирлĕ мар ĕнтĕ (нет ничего хуже). N. Вăл кирлĕ марпа хăтланмаçть. Он не занимается дурными делами. Виçĕ пус. 34. Çĕртме туни усă нумай панă пирки, ăнă кирлех темелле ĕнтĕ. Ib. Шăтса ӳсекен япаласене ӳсме питĕ кирли тепĕри — фосфăр. Çĕнтерчĕ 70. Кирлĕ мартан килтĕн-и-ха? Ib. 42. Кирлĕмаррипе ан хăтлан, старик! Ан пуççап мана. В. С. Разум. КЧП. Веччĕрте мĕн-мĕн каламарĕç, мĕн кирлине пурне те!

кишекле

(-жэк’л’э), крошить. Чĕр. чун. йап. й. к. пур. 10. Эсир тырă пулăна (= пулла) кишеклесе пĕтерекен уйри шăшине (= шăшие) пурте аван пĕлеттĕр (= пĕлетĕр). Орау. Кушак кайăкĕсем тырра (сĕлле) кишеклесе пĕтернĕ (искрошили). Ib. Такăш ачи çăккăра кишеклесе (хуçса илсе, тĕпретсе) кайнă ĕнтĕ (как мышка: немножко отломил и раскрошил).

ку

ко (ку, ко), этот. Моркар. Ах, салтак тос, мĕн ко сан?! Чăв. й. пур, 21. Ытти арăмсене каланă: ку тырра (этот хлеб) кăсем епле выраççĕ-ши? Тогаево. Эй сăват! ста искаян (= илсе каян) эсĕ ко кошака? тет. СТИК. Ку купăса эсĕ мĕшĕн хĕлĕх хуман? Почему ты не натянул струн на эту скрипку? Ib. Ку çын пуласла мар. Из него не выйдет порядочного человека. Альш. Ку икĕ сăмах пĕрех килеймеççĕ, сăмахпа сăмахăн уйрăмĕ пур. Ст. Чек. Ку сăмаха ниçта хума та çук. Нимĕне те килмес ку сăмах (не употребляется). Самар. Кам ку? тесе ыйтат. Регули 331. Вăл тарçă; ку арман; ку çăнăх; ку манăн. Ib. 78. Ку кĕпере тăвас. Орау. Ку мĕн (показывая кулак?) Ответ может быть: — «Чăмăр». Çак мĕн? (показывая кулак и спрашивая, что в нем зажато). Сред. Юм. Ко тавара эсĕ таçта çӳресен те контан йӳне (дешевле этого) илейместĕн. Эльбарус. Анчах ĕсенкĕсен ывăлĕ, охмах пиркипе, çта пынă онта, çынсене хăй антрипе тĕлĕнтерсе çӳренĕ. Изамб. Т. Ма вĕрет (лает) ку? тетпĕр. Бюрганский. Эпĕ сантан пĕр сăмах ыйтас тенĕччĕ: ку вилсессĕн, эпĕ хам упăшкамма (так!), Иакова (так!), курăп-ши? || В качестве указ. частицы. К.-Кушки. Ку кам килет? Кто это идет? Ib. Ку мĕн çунат? Чте это горит? Ib. Ку шывне, витрене (чӳлмеке) тултарса лартăр. Воду-то налейте в ведро (в горшок). Альш. Санăн карчăку ытла хăрушă чирленĕ ку. Изамб. Т. Ах турă! ку çумăр пулманни! Пĕтĕм тырă типсе кайрĕ. Ib. Ку ăна çав арăмне хĕненишĕн турă тавăрчĕ. N. Чиперех урампа пыраттăмччĕ ку, кĕç таçта трупасампа кăçкăрта пуçларĕç. Иду я по улице, и слышу — трубят.

кукша

плешь; лысина. Кубня. † Илĕр-пăрахăр çĕлĕкне, çап-çут кукши курăнтăр. Абаш. Маркку кукшине хыпаларăм-ха. Я отодрал Марка за волосы. Цив. Патша вара кукшанне кукшине тураттарнă, лайăх кĕпесем тăхăнтарнă. Ib. Мĕн, кукшупа çынсене хăратма пыратна унта? С. Айб. Кукши уйăх çути ӳкнипе çап-çутă курăнать, тет. Пазух. Хăта пӳртне кĕтĕмĕр, хăта кукши çутипе. N. Эсĕ, шăна-мĕн ларсан, кукшăна шăлмасăр чăтаймастăн (не утерпишь, чтобы не потереть лысины). || Плешивый, лысый. Янтик. † Пирĕн йысна кукша пуç; çĕлĕкне илсе пăхсассăн, навус çинчи кăмпа пек. Байгул. Тырă акма тухнă чух, кукша çынна курсан, тырри начар пулать, теççĕ. НАК. Хушка пуçлă сурăх ури лексен, хĕрĕн упăшки пуласси, каччăн арăмĕ пуласси кукша пулат, тенĕ, тет. (Ăраштав). Альш. Кукша калат: тете, вĕрен салтăнчĕ, ӳкет! тет. Тетĕшсем калаççĕ: кукша, пĕтертĕн, ан ӳкер! теççĕ, тет. СТИК. Кукшан кăмăлĕ! (Говорят взрослые, когда маленький обидится на то, что его обделили; потом ему дадут, что следует, и он, в восторге, смеется. Смысл такой: не много нужно, чтобы угодить человеку). N. Кукшан кук шухăш. (Послов.). Кукша юмахĕ сказка о плешивом. || Назв. болезни: парша. О сохр. здор. Чăвашсен тата кукша тиекен чир пур: çав чирпе çыннăн хăш чухне пуçĕнче пĕр çӳç те юлмасть. || Обсевок. Ст. Чек. Кукша = ал хошши. Ib. Ана кукша юлсан, килтен пĕр арçын вилет. || Мучнистая роса. Кан. 1927, № 214. Унччен те пулмарĕ, кукша (мучнистая роса) çĕнтере пуçларĕ. || Прозвище. Альш. Кукша улатимĕр, Кукша Ентей, Кукша Уртем, Кукша Караçка Çитăрĕ. Изванк. Çав ялта Кукша Майра ятлă юмăç пур.

кулаç

колаç (кулас’, колас’), калач. Альш. † Пасар кулаç — тул кулаç, варри пăшлак пулайрĕ. Сред. Юм. Кôлаç сотакантан çĕпре илеймĕн. (Послов.). Чăв. й. пур. 30°. Пасара-мĕне кайсан, тырă сутма мĕне кайсан, нихăçан та кулаç илсе çимен. N. Инке пачĕ тулă кулаç, çавăрса хыпам тенĕ чух, кĕл пашалу пула юлчĕ. || Янш.-Норв. Аш кулаç çитер, бить (вообше).

кулата

(кулада), колода. МПП. || Колода (карт). Янтик. Пĕр кулата карт илсе килнĕ Микула. || Колодец. Чебокс. || Колодка, которая привешивается на шею скотине, чтобы она не убегала со стада; у свиней — намордники. СПВВ. НН. Кулата — кĕтӳрен киле тарса таврăнакан выльăха: ан тартăр, тесе, мăйĕнчен çакса яракан муклашка. || Рааs. 75. Кулата — вилообразная деревяшка на шее свиньи.

Шывлă кулк(к)а

или Ехвин кулк(к)и, назв. киремети. Микушк. Шывлă кулк(к)ара ĕлĕк Ехвин ятлă çын пит вăйлă пулнă. тет. Вăл, çынсене улталаса, вăсенчен вăрттăн укçа илсе пурăннă, тет.

кумăш

кумăшĕ, его (их) кум. Кан. 1927, № 79. Вăл ăна кăларса печĕ те (уволил с места), унăн вырăнне Етĕрнерен хăйĕн кумăшне илсе килсе вырнаçтарчĕ.

кумаля

(кумал’а), шишка (-и) в киселе. Шибач. Хорачка. Кумаля, кумалялă. || Катышки из варёного или толчёного гороха или из конопляного семени. Якейк. Пăрçа е кантăр вăрри пĕçерсен, ăна тӳсен, ачасене çав тӳнĕ пăрçая илсе чăмăртаса параççĕ; çав чăмăртака кумаля теççĕ.

кумăшка

кумăшкă, кумышка, самогонка. Шурăм-п. № 15. Эрех илсе нихăçан та укçа пĕтермеççĕ, хăйсем «кумăшкă» туса ĕçеççĕ.

кунтан куна

со дня на день. Шалу кирлĕ таран контан-кона (со дня на день) илсе пырап эп (получаю).

кунĕ

(кун’э̆), смирный; простак. СПВВ. ТА. Вăл кунĕ çын = вăл йăваш, лăпкă çын. Торп-к. Куннĕн кун, киревсĕрĕн вилĕм çук, теççĕ. (Поговорка). Пус. Хаяр пулса, çын пуçĕ çинче таптаса ан çӳре; кунĕ пулса, хурланса ан çӳре. (Послов.). Норус. † Пирĕн апай пит кунĕ: хиврен (из-за пазухи) ушшă кăлармасть; пирĕн апай пит кунĕ: алăран туя пăрахмасть. (Свад п.). || Смирно. Менча Ч. Акана тухса каяс уммĕч, пĕр кашăкпа сар çу илсе тухса, лашсем (= лашасем) кунĕ пыччăр, çурăмĕсем ан пăсăлччăр, тесе, лашисен çурăмĕсене çу сĕрсе çӳреççĕ (мажут). || Легко. Рааs. Паян ĕç кунĕ пычĕ. Сред. Юм. Паян тыр вырма пит конĕ («нет препятствий; если нет сильного ветра, солнце не печет и хлеб на корню, то жать бывает легко»): çил вăйлă мар, пит ăшă мар, тырри çапкаланчăк мар. || Сговорчивый, податливый. Сред. Юм. Ко çын пит конĕ, онпа тем йăмахласан та, килĕштерме полать. || Колкий (легко раскалывающийся). СПВВ. ЕХ. Кунĕ — час çуралакан йывăç. СПВВ. ИА. Кавăрăç питĕ кунĕ çурлать. СПВВ. ТМ. Çурăлакан кунĕ йывăç. Тюрл. Конĕ йывăç (колкое). КС. Кунĕ йывăç.

кунтă

(кунды̆), лукошко. В. Олг. Н. Тим. Унтан чĕкеç йĕп тăвакан патне каять те, пĕр кунтă йĕп илсе килет. N. Ăна илет, тет те, кунтă ăшне пуллисем патне пăрахать, тет. N. Пуллисене вăл кунтă çине хурса килет, тет. N. Хайхи пачăшкă Ивана çатан кунтă (в корзину) çине лартнă. Ст. Чек. Турашăл кунти (круглое низенькое лукошко, куда кладут «турашăл»). ЩС. Контă = пурăк || Колыбель. Золотн.

кунчала

(-ла), то же, что кульчала. КС. Кунчала = пир кунчи ярас. СТИК. Пире кумса пĕтерсен, ăна кунчалаççĕ; кунчаланă чухне кумнă çип пайăркине, темĕскерле витĕре-витĕре илсе, пуçтарса пыраççĕ. Çав кунчалани пулат. Кунчаласан, çавăн пек пулса тăрат; ăна вара пĕрер куçăн ярса пыраççĕ тĕртнĕ чухне.

куншерен

ежедневно. Кан. Куншерен пульнитсăна сахалтан (самое меньшее) 100 — 120 çын пырса, эмелсем илсе каяççĕ.

кур

кор (кур, кор), видеть, увидеть; видать, увидать; заметить. Кр. Чет. † Корак килет: корас, тет; корса, пăхса илес, тет. N. Эсреле час-часах куракан та пулнă. N. Таврăннă чух юрласа, парнисене çынна курмалла илсе таврăнаççĕ (чтобы все видели). ЧС. Киле кайма тесе, тула тухнă та, кĕлет тăрри çуннине курах кайнă (вдруг увидел, что горит крыша амбара). N. Корман-илтмен çын (совершенно незнакомый человек). ЧП. Хăрпăх витĕр пăхрăм та, ылттăн чĕкеç курах карăм. Альш. † Илсем, йысна, çĕлĕкне, кукша пуçна курарах! Юрк. Выля, выля, авантарах выля! чăваш арăмĕ епле ташланине курар-халĕ. Ib. Курăпăр, унта мĕн пулĕ! Увидим (посмотрим), что там будет. Ib. Эпĕ пулатăп, куратăн! Да, это я (был)! Ib. Куратна? тесе ыйтат. — Çук, курмастăп, тет. Ал. цв. 22. Сана эпĕ хамăн тĕссĕр, курас килми (отвратительное) ӳт-пĕвĕме кăтартаймастăп. Сĕт-к. Çав Элекçи коймăрланнине пре те корас килмеçт вара. Якейк. Эп кортăм эсĕр калаçнине. Регули 145. Эп кайнине вăлсам мана кораççĕ. Ib. 753. Эп кортăм, вăл онта кĕчĕ. Ib. 817. Эп кортăм кам килнине. Ib. 144. Вăл мана корчĕ килнине. Ib. 138. Эп килнине корчĕ. Ib. Ытти çынсем ун хыçĕнчен кĕнĕ чухне вĕсем чулсем хушшинче пăхăр арча курах кайнă. Ачач. 47. Шкул хапхинчен тухнă-тухманах, хайхи качака сухалне (козлобородого) курах ячĕ. N. Паян халиччен курман-илтмен çынпа паллашрăм. Тоскаево. Курмасăр курнă кăнтăрла çурта çутнă, теççĕ ваттисем. (Послов.). Альш. Çав аслă çулпа Куславкка çулĕ çинче мĕн курсан кураттăмăрччĕ эпир тĕнче (наш кругозор этим и ограничивался). Лашм. † Пире илес тиекен сар ачисем Хусан купси хĕрсене илни çук; майра пулса килсе курни çук. ТММ. Курнă суккăра илеччен, курман суккăра ил. (Послов.). Ск. и пред. Куртăм вара курмаллах мĕншĕн çав юр çунине. Ib. 44. Епле пĕлтĕр макаçи тыррине вăрларĕ те, курман пулчĕ хăй (отказался от того, что видел). Собр. Курман çĕртен курнă çын кăнтăрла çурта çутат, теççĕ. (Послов.). Т. Григорьева. Курман кăнтăрла çурта çутнă, теççĕ. Сред. Юм. Корман çĕртен корсан, кăнтăрла çорта çутнă, тет. (Говорят про человека, бывшего бедным, но потом обогатившегося). Ib. Мана корни-пĕри вăрçаççĕ. Кто ни увидит меня, все ругают. Собр. Курнинчен курманни нумай, теççĕ. (Послов.). Байгул. † Мĕн пăхатăр пирĕн куçран, çӳлте çăлтăр курман-и? (Оригинальное сравнение). Якейк. Çын корнă-корман карта тытса лартрĕ. Ib. Ай, çав платньăксам лайăх ĕçлеççĕ-çке, çын корнă-корман паччалăк туса лартрĕç! || Смотреть, глядеть; наблюдать; брать пример. Ала 3. Хĕр, курса çӳресен-çӳресен (после того, как везде походила и на все поглядела), унăн каясси килнĕ, тет, тинĕс патне. Шурăм-п., № 14. Яш-кĕрĕм тем чухлиех. Икĕ ача уткăнаççĕ анчах. Ыттисем курса тăраççĕ (наблюдают). N. † Çинçе пилĕк хура куç кам телейне курса (на чье счастье) ӳсет-ши? С.-Устье. Çав вăхăтра хуçа патне улпут тарçисем курма пынă, тет. (Употребляется вместо «туй курма», «хĕрсем ларнине курма» и т. п.). Юрк. Арăмăн упăшки килне тавăрăнсан, хунямăшĕ те хĕрĕ патне кĕрӳшне курма пынă. Кама 29. Ну, киле кайса, çырткалам-ха, çиессĕн килчĕ. Каçхине курăпăр-ха (посмотрим). N. Вĕсем те (молодежь), ваттисене кура (взяв пример), урăхла юрăсем кăшкăрса юрла пуçларĕç. Учите детей. Ашшĕсенчен кура ачисем те пĕчĕккĕллех чĕлĕм туртма вĕренеççĕ. Халапсем. Çавăнтан вара, вĕсенчен курсах, ыттисем те хăйсем валли çапла сăра тăва пуçларĕç, тет. N. Тухнине кура унта та пырса тăнă. N. Мускав хулине чипертерех курасшăн пайтах урамсене çите куртăм. N. Çавăнпа вĕсенĕн ачисем те, ашшĕ-ăмăшне курса, çамрăклах ырра, лайăха вĕренсе ӳснĕ. || Встречать. N. Кушкăсем Ивана куртăм. N. Кушкăри аппана Хусанта куртăм. Орау. Вăрмана каймассеренех кураппăр эпĕр ăна (встречаем). N. † Пирĕн тăвансем хушши ытла инçе, куракан çынтан, салам ярăрсам; салам ярса салам çитмесен, хăвăр, асăнса, килсе курăрсам. М. Васильев. Ачасĕм ялта коракана-пĕрне (кого ни встретят) шывпа сапса çӳреç. О земл. Халиччен çĕр ĕçĕ çинчен чăвашла çырнă кĕнеке эпир курнă-тăву çукчĕ. Бес. чув. Тата темиçе хут та Керимуллапа курса калаçмалла пулнă. || Видеться; повидаться. N. Йăпăрт анчах корасчĕ сере (= сире)! Б. Олг. Ну, тет, кортăмăр, тет; атя хопаха тет, пĕр коссушкă эреке ĕçĕпĕр, тет. Слеп. † Эпĕр ĕçме килиса, эпĕр корма килиман. Йӳç. такăнт. 19. Сыв пулăр, тепре кураччен! До свидания! N. Тавăрнсан, пĕр-пĕринпе курса, пĕр виçĕ курка сăра ĕçесчĕ. (Письмо). Юрк. Санпа курса калаçнăранпа (со времени нашей встречи) тăват-пилĕк хăваттире куçрăм. N. Тав ĕлĕххисене! — Апла пулсан, юрĕччĕ те, куримастпăр çав (редко приходится видеться). Альш. Сывă пулăр-ха, куриччен! До свиданья! || Претерпевать, испытывать, переносить, выносить. ГТТ. Курмалли пулнă. Такова (его) судьба. Ib. Курасси пулнă. В. С. Разум. Унта ташлама тапратрĕç. Манăн çав ташланă вăхăтра ыйхă киле пуçларĕ. Манăн çав ташă вăхăтĕнче мĕн пур курни те ыйхăпа вăрçни анчах пулчĕ. Тогач. † Ай акисам, акисам! Килетĕр те тăратăр, кăркка чĕпписем мĕн кураç пулĕ! (т. е. вы ушли из дома, не покормив их). N. Темĕн те курса ларăр ак! Вот с вами случится что-нибудь скверное! (Угроза). ЧС. Пĕлтĕр те лаша вилчĕ, кăçал та апла пулсан, мĕн курăпăр вара! КС. Турă куртăр сана! (Пусть накажет, воздаст). Шел. 29 Ылттăн çурта кĕрсен те, кĕмесен те, вилмелле, мĕн курнă пуç куртăрах, унта мĕн пур пĕлмелле. N. † Йывăр хуйхă курнă çукчĕ, çурчĕ çамрăк чĕрене! Кĕвĕсем. Мĕн тăвас лутра кăвакал? Мĕн курас лутра кăвакал? Юрк. Чĕрĕм чунăм чăтманнипе кура-кура çӳрерĕм (скитался на стороне?). Ib. Тĕлĕнмелле! Усал курассисем, калăн, юри çак вăхăта кĕтсе тăнă, тесе! Ib. Курассине хирĕç. Как на грех. Ib. Хыçĕнче тăракан пĕр çынни, ку çапла хăраса тĕсрен ӳкнине курсан, унăн аркинчен туртса: унпа ан кĕреш, çĕнеймесĕр, унăн айне пулсан, хăнтан ху çынна култарăн, темĕН курса тăрăн, хур пулăн. Ан кĕреш! тет. Ib. † Ĕмĕрĕ иртсе пырат, мĕн курассине пĕлмес. Ст. Шаймурз. † Курайман тăшман кураймĕ, хăй мĕн курасса пĕлеймĕ. О сохр. здор. Лекĕрсем сивĕрен пăсăласран сыхланма хушаççĕ пулсан та, пĕртте сивĕ курмасăр пурăнма хушмаççĕ. Алших. † Хур курассăр килсессĕн, Атăл хĕррине анса кур. Букв. 1886. Ак ĕнтĕ, шан ача пăчана, вырăнсăр нуша курса çӳре! Иревли. Çуралнă чух çырнине (что суждено судьбою) курмасăр ирттерсе яраймалла мар; курма хушманнине кураймастăн. Собр. † Эсĕ курнă пурнăçа эпĕ те кура парам-и? (Хĕр йĕрри). Сред. Юм. ЬIтлин-çитлин порнăç корса полмарĕ. Не пришлось жить в довольстве. Ала 88°. Вăл ачасем мĕн курман, хурлăхне те, савăнăçне те курнă вăсем. Образцы. Халиччен ырă çын умне тăманччĕ, чĕлхем çыхланнине курманччĕ. N. Конта темĕн те корăн! N. Курассу пулсан (если суждено судьбою), çитен иккен пур тĕле те (всюду. перебываешь). Никит. Макçăм: çаран укçи тӳлемесен, сутмалла пулат пуль-çке, мĕн курмалла, тесе, юмахласа улăхать. Истор. Алă-ура суран курни хисепĕ те çук. Кан. 1929, № 138. Ман пек, ни лаши, ни карт-хури çук çын çăкăр çисе курас çук (хорошего житья не увидит). || Юрк. Курас килмен япалана, ăна епле ирĕксĕр ĕçес тетĕн. || Считать за... СПБВ. Хăй чунĕ пек курать (юратать). N. Çамрăккисене тăвану пек кур. Ал. цв. 1. Хуçа хăйĕн хĕрĕсене чун пек курса пурăннă (души не чаял). N. Çиллисемпе мана тăшманăн кураççĕ. Букв. 1886. Эсĕ унта килте чупса çӳренĕ чухнехи пек куртăн-и мĕн? Ăçта сурăхусем? теççĕ. || С отрицанием в гл. возмож. — ненавидеть. Ск. и пред. 15. Эсир мана ӳстертĕр, ача чухне юратрăр; анчах ӳссе çитрĕм те, хĕрĕр чунне курмарăр. Чăв. й. пур. 23°. Вăл Натти пит усал кăмăллă пулнă, çынна пĕртте кураймасăр тăнă. Эпир пурнаппăр юлташпа. Икĕ кинтеш пĕр-пĕрне кураймасăр пурнаççĕ, чысти çавăн пекех пурнаппăр. || Знать. N. Çапах та ытти çынсем уна (это) курса пĕлсе тăраççĕ пулсан та, юмăçа кайма пăрахмаççĕ. || Относиться. Альш. Вăл пурне те хăйне курнă пек курать. Он на всех смотрит, как на себя, относится ко всем одинаково. || Принимать (за кого). N. Ĕмĕтленетĕр — илейместĕр; вĕлеретĕр, ăмсанатăр — çапах ĕмĕтĕре тăрантараймастăр; вăрçатăр, тăшманăн куратăр — çапах çук, мĕншĕн тесен ыйтмастăр эсир. || Дождаться (худого). К.-Кушки. Çаратсан çаратсан, мĕн-те-пулса курĕ-ха (пулĕ-ха). Грабит, грабит, да до чего-нибудь и дограбится. || Иметь. Истор. Санăн арăму Ирина халиччен ача-пăча курман, ахăр ӳлĕм те кураймĕ. Собр. Ай, пиччеçĕм, Николай, пичче! Эсĕ курнă ача-пчана эпĕ те кура парам-и, эсĕ курнă пурнăçа эпĕ те кура парам-и. Орау. Виçĕ пуса курман-им эпĕр, виçĕ пусшăнах çука юлмăпăр-ха! (т. е. копейка — не велик расход.) || Подражать. N. Эсĕ кукленсе кĕнĕ арăмран курса вĕрен. || Иметь целью. Бур. † Ай-хай, çинçе пӳçĕм, çамрăк пуçăм, кам телейне курса ӳсет-ши? || Кан. Çав тери пуян çын хĕрĕ мĕн курнă-ши ĕнтĕ (что нашла завидного) ман ывăлра? || В качестве вспомогательного глагола. Сунт. 1929, № 9. Çăва тухнăранпа армансем çунаттисете лайăххăн, вăйлăн çавăрса та курайман. N. Конта çантăлăк пит вĕри: кон-каçа кĕпесем типсе кормаççĕ. N. Пĕр вĕренсе тухсан, кĕнеке вуласа курмаççĕ. N. Ким тытса курман, шывпа çӳресе пиçмен çын. N. Пĕр санпа анчах калаçса курман. N. Хусантан тухнăранпа ăшă пӳрте кĕрсе курман. N. Тăласем типсе курман (= все время мокры). Конст. Чăв. Тата килсе кĕр (приезжай повидаться), тепĕр килнĕ чух (в другой раз) аннӳне те илсе кил вара. N. Кайса кур чăвашсене. Поезжай, повидай (или: навести) чуваш. N. Сыв пул! Татах килсе кур. Кан. Ялта мар пирки кашни кунах кайса кураймастпăр. Юрк. Ку аттамсемпе эпĕ темĕн каласан та Хусана çитсе курас çук. СТИК. Эпĕ халиччен çӳресе курман çын мар вĕт. Чай, я не в первый раз (езжу).

курăсăн

(а) смотришь, (а) посмотришь, глядишь. Юрк. Курăсăн, сана: каллех: ĕçет, тесе, хăваласа кăларса яраççĕ (с должности). Ib. Пупĕ, курăсăн, ӳсĕрпе, улпут патĕнче çапла мĕн ыйтнине пыра-пыра лартнине (подают на стол) аса илсе, килĕнче те çапла мĕн ыйтнине пырса лартттарасшăн. Ib. Курăсăн, хай çын пĕр лашасăр тăрса юлат. См. Оп. иссл. чув. синт. II, 166.

ӳкĕтле

уговаривать, наставлять. СТИК. Ывал-хĕр, ашшĕсемпе килĕшмесĕр, ашшĕсем илсе парас тенĕ хĕре илмест пулсан, ашшĕ амăшне: ӳкĕтле-ха, тен çаврăни? тет. N. Вăл, упăшкине ӳкĕтлесе, татах тепĕр пупа чĕнме янă. Посл. 188,2. Ват çынна ан хурлантар, ăна аçу пек курса ӳкĕтле. Букв. 1904. Ку ӳкĕтлекенни пулнă, лешсем итлекенни пулнă. (См. «Оп. иссл. чув. синт.» II, 242). Он их уговаривал, и они его послушались.

ӳклентер

опрокинуть. Чув. календ. 1910. Сарлака ăшăк тирĕк илсе, ун çине (кутăн) ӳклентернĕ шывлă кĕленче çакас пулать.

ӳлексе

(ӳл'эксэ), падаль, дохлятина. Ст. Чек. Ӳлексе, татар. слово; часто употребляется чувашами как бранное выражение (= вилеймен). IЬ. Пĕр ӳлексе арăм исе (= илсе) ячĕ. IЬ. Ӳлексе = вилеймен япала (брань).

ӳсĕкле

всхлипывать. См. ĕсĕкле. Хыпар № 43. 1906. Вĕсене илсе пырсан, халăх хушшинче хăшĕ ӳсĕклесе, хăшĕ сасăпа йĕре пуçланă. Когда их привели, в толпе одни начали всхлипывать, другие — рыдать.

ӳсĕр

(ӳзэ̆р), пьяный, нетрезвый. См. ӳссĕр, ĕссĕр. Альш. Ӳсĕрпе пулнă япала! Зачатый в пьяном виде! (Ругань). N. Ӳсĕр выртакан патне ачасем илсе пырса шăртнă (науськал помочиться). N. Çав урампа тепле ӳсĕр килет. Сред. Юм. Пăх пик ӳсĕр. Пьяный как стелька. N. Вăл çапла куллен ӳсĕр çӳренине курсан. Юрк. Пĕре çапла кăна, ӳсĕрне пĕлмесĕр, çырма хушнă. Хăй çапла, уткаласа çӳренĕ чухне, тăват-пилĕк сăмах каласа парсан, тата мĕн çырмаллине шухăшласа çӳре пуçлат. К.-Кушки. Эсĕ ĕнер ӳсĕр пуçăпа темĕскер хăтланса çӳренĕ, паян пурте кулаççĕ. IЬ. Ӳсĕр пуçăмăрпа таçта пырса кĕнĕ (мы). || Опьянение. Буин. † Ĕнтĕ сăра ĕçрĕм, сăра ĕçрĕм, ку ӳсĕрĕме кăçта хурам-ши? (куда мне девать это мое опьянение? К.-Кушки. Эпĕ унпа урăлла калаçман, ӳсĕрпе калаçнă. IЬ. Эсĕ унта ӳсĕрпе (или: ӳсĕррӳпе) темĕн те хăтланăн. IЬ. Вăл унта пынă та, ӳсĕрпе чӳрече çĕмĕрнĕ. IЬ. Вăл унта пынă та, хăй ӳсĕррипе темĕн те хăтланса пĕтнĕ. Юрк. Ӳсĕрпе пĕлмесĕр, ăçта аяккинчен чĕпĕтсе тытат, ăçта тĕпĕнчен тытса çĕклеме хăтланат.

ӳткет

надоесть. Шибач. См. йӳткет. С. Янгильд. Айта, хăта, пирĕн пата, ăшă сăра ĕçмешкĕн, тесе, ӳткетрĕ те, сăра ĕçме илсе карĕ.

ăйхи

(ăйхă + и), гузка. Ст. Чек. Ăйхи (у курицы и петуха), вареный задок. Изамб. Т. Ăйхи, пупок у птиц. Ăйхине Михаляна пар, кăшлатăр. Дай гузку Михаилу ― пусть гложет. Толст. Унтан, ăйхине касса илсе, улпут арăмне пачĕ. Отрезав гузку, он дал ее барыне.

ăвăс

(ы̆вы̆с), воск, вощина. Сала 302°. Чулпа перекене ăвăспа пер. В кидающего в тебя камнем бросай воском. (Послов.). Кĕвĕсем. † Ăвăс чĕрес пыл чĕрес таçтан ăвăс çыпçăнать: аскан-аскăн хĕрсене таçтан каччă çыпçăнать. Юрк. Килтен пĕр ывçă ăвăс çуртасем илсе, чиркĕве турра кĕл-тума каят. Взяв из дома горсть восковых свечей, идет в церковь молиться богу. Юрк. † Каччăсем каяççĕ выляма, ăвăсран сарă утне утланса. Торх. Ăвăс — воск.

ăвăçла

брать горстями. См. ывăçла. НАК. Вĕсем, çав пăрçана ăвăçла-ывăçла илсе: пĕр пĕрчĕкрен пин пĕрчĕк пултăр, тесе, çӳлелле сапаççĕ.

ăлав

(ы̆лав, ŏлав), подвода. Сохрон-й. Шибач. Ăлав (ŏлав), подвода. Чăв. й. пур. 18°. Унта эпир ăна урăх ăлавна та ярăпăр, тенĕ. Сказали (они), что отправят его туда и на другой подводе. Ib. Ăлав кӳл. Запрягай подводу. || Гужевая повинность. Чăв. еп. пур. 18°. Тата пĕр вăхăтра хĕлле Пайтукана ăлав ерки тивнĕ, Чĕмпĕр ăлавĕ; ун чухне ăлав тивнĕ çын пĕр эрнене яхăн кĕтсех тăмалла пулнă. В одно время Пайдугану пришла очередь ехать по гужевой повинности в Симбирск; тогда всякий выполняющий повинность должен был дожидаться (быть на чеку) в течение целой недели. Н. Карм. Ăлава кайрăм. || Воз (орудие перевозки: сани или телега). N. Илсе тухсан, юпана ăлав çине хураççĕ. После того, как вынесут столб, его кладут на воз. || Воз (количество клади, умещающееся на телеге или на санях). Ч.П. Ăлавĕсем йывăр. Воза тяжелые. Юрк. Вăсем патне çав арманах пĕр чăваш, авăртма, тесе, пĕр ăлав ыраш тиесе пырат. К ним, на ту же мельницу, один чувашин привозит молоть воз ржи.

ăмма

(ы̆мма), почему, зачем. Н. Седяк., Хурамал. СПВВ. Ăмма = мĕн тума. НТЧ. Акă ăна ăмма апла ят хунă, тет. Вот почему ему дали такое имя. Байгул. † Ăмма макрать çав атте? Лаша илсе каять; тетне? Пирĕн лаша урара. Что плачет этот тятя? Не думаешь-ли ты, что я уеду на (твоей) лошади? Наша лошадь (у нас) в ногах. См. мăнма.

ăншăрт

(ы̆нжы̆рт), порча, постигающая человека вследствие чьей-либо ссоры. СПВВ. КЕ. Ăншăрт, хаяр çын вăрçсассăн, тепĕрне çантах темĕскер лекет, ăна: ăншăрт ӳкнĕ, теççĕ. То же знач. и в Сред. Юм. Н. Карм. Çынпа вăрççассăн лекет, теççĕ ăна. Çынпа вăрççан, кайран çын чирлесессĕн: çын ăншăрчĕ лекнĕ, теççĕ. Вара вĕтĕ икерчĕсем тăваççĕ те, чирленĕ çыннăн пуçĕ тавра çавăра-çавăра, сăмахсем калаççĕ: çавăн ăншăрчĕ тухтăр, унăн ăншăрчĕ тухтăр, теççĕ. Унтан вара, хире кайса, лартаççĕ. Нюш-к. Çынсем вăрçнине курсан, сурса иртсе кайма хушнă ваттисем; сурса иртсе каймасан, ăншăрт ӳкет, теççĕ. [Ăншăрт ӳксен, чĕрне çине шурă (пятнышки) тухать]. Ст. Ганьк. Килти ăншăрт пусан та, тул ăншăрчĕ, (мир) халăх ăншăрчĕ, пуху ăншăрчĕ, арăм ăншăрчĕ, хĕр ăншăрчĕ, арçын ăншăрчĕ, ача-пăча ăншăрчĕ ― çилпе килсен, çилпе кай; çулпа килсен, çулпа кай; ан тавлаш, ан хирĕç, таврăн. Н. Седяк. Ăншăрт çынсем вăрçнине курса хăранăран пулать, теççĕ. Кăмакана кумкка тăвар пăрахаççĕ: вăл унтан шартлатса сирпĕнсе пĕтет; тĕпренчĕксене пухса, шыв çине ярса ирĕлтерсе, шывĕпе алăк хăлăпсем, сак хăмине çуса ĕçтереççĕ. Макка 235. Унтан тата ăншăрт тăваççĕ, ăншăрта ак мĕншĕн тăваççĕ: кам-та-пусан пĕр-пĕр çын вăрçнă çĕрте тăрсан, çавăнтан кайран е пĕр-пĕр япала ыратсан, е ăш-мĕн е пуç ыратат-и, хуть те мĕн ыратсан та, вара: ăншăрт ӳкнĕ, тесе, ăншăрт тăваççĕ. — Ăншăрта ăна ак çапла тăваççĕ: пĕр начар путеке илеççĕ те, çыран хĕрне кайса, çунтарса яраççĕ; çавнах тата тепĕр тĕрлĕ ак çапла тăваççĕ: çăнăх илсе, вĕçтерсе яраççĕ те, унтан вара: чире вĕçтерсе ятăмăр, теççĕ. Магн. М. 142. Ăншăрт (хаяр). . Ăншăрт ӳкни. Альш. Ăншăртран вĕрес. Заговорить болезнь ăншăрт. Упа 656°. Хĕрĕх те пĕр чул çине хăçан ăншăрт ӳкет, çавăн чухне тин ӳктĕр. М. В. Шевле. Ăншăрт — болезнь. Жертв. кн. Ăншăртъ (sic!) Ашшĕ така (вар. Ăншăрт Ашшĕне така). У ăншăрт есть и мать. IЬ. Аншарт сирен (чит. ăншăрт сирен). || «Ожесточенный.» Полтава 221. Ăншăрт çынпа тĕл-пулсан, пĕрле куç-çуль юхтарать (с ожесточенным слезы льет). || Бранное выражение, что-то в роде русского «чорт». М. Яльч. Чертаг. Ăншăрт пак çиленсе çӳрет. Ходит и злится как ăншăрт. Ст. Чек. Ăншăрт: 1) что-то йӳçĕ; йӳçĕ япала; 2) ăншăрт, тесе, çынна калаççĕ: тискер, хаяр çын пулат, тискерĕн пăхат. Ăншăрт пек пăхат.

ăриçинккă пушмак

башмаки с резинками. Ау. 65. Мана ăриçинккă пушмак илсе пар, тет. Купите, говорит, мне ботинки с резинками.

ăс пар

посоветовать, научить, надоумить. Хыпар № 41, 1906. Ĕлĕк тĕрĕс мар тунă ĕç; ĕлĕк улпутсене нимĕнсĕрех çĕр салатса, кайран укçа парса илсе, хресченсене мăшкăллани малашне пире пăртак ăс парас пулать. Хурамал. Мана çав пачăшка пырса ăс паман пулсан, эпĕ халĕ те чӳк туса, çылăха кĕрсе пурăнăтăм.

ăс туп

придумать: найти выход. Чăв. й. пур. 11°. Акă санăн Михелӳ мĕн ăс тупнă, акă сана çитерме апат илсе килнĕ. Вот твой Михаил что придумал: он тебе принес кушанье (яду)! СЧЧ. Вăсем акă епле ăс тупнă. Они придумали следующую хитрость (способ). Хыпар № 9, 1906. Тав-та-пуç сана, Илия: ку ăса эсĕ тупрăн! Спасибо тебе, Илья, этот выход нашел ты!

ăс

(ŏс, ы̆с), черпать, цедить. Ч.С. Тата пĕр пуçламан чăкăт илсе кĕрсе, сăра ăсса тухса, сĕтел çине лартрĕç. Принесли еще непочатый сырец (чăкăт), нацедили пива и поставили на стол. N. † Атăл варринче шур енчĕк (чит. ĕнчĕ), ăсса илесчĕ ăсли (чит. ăсми) çук. Юрк. Тиркĕ çине ăссан (вир пăттине), чи варрине, кашăкпа пусса лапчăтса, шăтăк тăваççĕ, ăна куç теççĕ. Наложив (пшен. кашу) на блюдо, посередине делают ямку, которую называют куç (глаз). N. Шăвне куркапа ăсса тултăраççĕ. Воду начерпывают ковшом. Юрк. Шыв ăсса кĕр-халĕ. Зачерпни и принеси воды (из колодца). N. Унтан, çапла кĕл-туса пĕтерсен, пăтта сĕтел çине ăсса лартаççĕ. Потом, помолившись так, накладывают кашу на блюдо и ставят ее на стол. Ч.С. Пĕр кашăк пăтă ăсса илет. || Захватывать землю лопатой. Ент(ĕ)рел.

ăстайкка

посудина с крышкой, величиною с ведро. КС. Ăстайккапа уя турăх, уйран, сĕт, яшка илсе каяççĕ. Ăстайкка и лакăм одно и тоже, но у лакăм нет хупăлччи (крышки).

ăçта

(ы̆с'та), где, куда. См. çта, ста, шта. СПВВ. Х. Ăçта, ăшта. Юрк. Пӳрте çунтарса ярсан, вара ачам хамăр ăçта пурăнăпăр? Если мы сожжем свою избу, милый мой, где же сами-то будем жить? Юрк. Ăçта каятăн? — Киле тавăрăнатăп. — Ăçта, кайсаттăн? — Ĕçе кайсаттăм. Куда идешь? ― Домой возвращаюсь. Куда ходил? — Ходил на работу. ССБ. Ашшĕсене чĕнтерсе, вĕсем ăçтине ыйтса пĕл-ха, тенĕ. Вызови родителей и узнай от них о том, где они. Изамб. Т. Сана калани ăçта кайса кĕрет-ши? Ты не слушаешь никаких увещаний. || То-то. Юрк. Хăй ялан килтен: ăна илме, кăна илме; çавна илтĕм, кăна илтĕм, тесе, ăçта виçĕ тенкĕ, ăçта пилĕк тенкĕ укçа ыйтса илет. Он постоянно получает («выпрашивает») из дома деньги, то три рубля, то пять рублей, ссылаясь на то, что нужно купить то то, то другое, или что он купил ту или другую вещь. IЬ. Укçа нумай çаклатнисем ăçта çапла хуçасем, е улпутсем çул çине ӳкерсе хăварнине тупнă пулаççĕ, ăçта тата çĕр айĕнчен шăтăк, мĕн алтнă чухне пĕр хуран ылттăнпа кĕмĕл тупнă пулаççĕ. Ст. Яха-к. Çав пӳртен тиекен чирпеле ăçта куç пăсăлат, ăçта çан-çурăм ыратат, теççĕ. См. ĕретлĕ. || Разве только. Ст. Яха-к. Килте ăçта уксак сукăрсем, тата тепĕр кун валли икер-кукăль тума хĕрарăмсем анчах юлаççĕ. Разве только остаются дома калеки (хромые и слепые), да бабы, которые должны печь блины и пироги. || Как. Хĕрлĕ Урал № 10, 1921. Ăçта пирĕн пеккине апла тырă илсе килме? Эпир вĕт пӳртрен те тухаймастпăр! (Руссицизм?).

ăш пăшăрханни

боль сердца (в перен. зн.), дурное предчувствие. Изамб. Т. Упăшкана вăрçа илсе каймалла, тесен, кунĕ-çĕрĕ çывăраймастăп, ăшăм пăшăрханат. Как услышала о том, что мужа уведут на войну, совсем потеряла сон — сердце болит.

ăшăла

ăшăлла, (ŏжŏла), в теплом виде. В. Олг. Ăшăла. КС. Пашалăва ăшăлла çима лайăх. Приятно есть лепешку в теплом виде. Сир. 187. Çак çăкăрсене эпир килтен ăшăлах илсе тухнăччĕ, кунта çитиччен йăлт типсе кăвакарса пĕтрĕç. Этот хлеб мы захватили с собой в теплом виде, но пока мы прибыли сюда, он весь зачерствел и заплесневел.

ĕе

то же, что ийе, описка вм. ĕйе? N. Тата пит чирлĕ пулсан, ăна юмăç-карчăк патне илсе кайса: ĕелĕтĕр, тесе, ĕене хăвалаттараççĕ. Юмăç-карчăк ачана сăкман тăхăнтарат̆ е сăкман тăхăнтарса урайне вырттарат̆ те, ăна йĕплĕ-хулăпа хĕнет: тух, ĕе! тух, ĕе! тух, ĕе! тесе, çапать. Ырхан ĕе пулсан та, мăнтăр ĕе пулсан та, арçын ĕе пулсан та, хĕрарăм ĕе пулсан та, ватă ĕе пулсан та, çамрăк ĕе пулсан та, типĕри ĕе пулсан та, шыври ĕе пулсан та, тух, ĕе! тет. Если ребенок сильно заболеет, то его ведут к знахарке для изгнания злого духа, предполагая, что он в нём поселился. Знахарка окутывает ребенка кафтаном, или, окутав кафтаном, кладет на пол и бьет его шиповником приговаривая: «Выходи, ĕе! выходи, ĕе! Если ты и тощий ĕе, и жирный ĕе, мужчина-ĕе, женщина-ĕе, старый ĕе, молодой ĕе, ĕе, обитающий на суше, ĕе, обитающий в воде, ― все равно выходи!» Чăвашсем 3. Ку пашалусене ĕесене лартать. Ĕе ашшĕ, ĕе амăш! хăрăн ушкăнăрсене пурне те валаçĕ (чит. валеçĕр?), çийĕр; ачана ан ăмсанăр, ан сăхланăр, тет. (Ача çурални). Эти лепешки ставит для ĕе, приговаривая: отец ĕе, мать ĕе! разделите (эти лепешки) между своими; дитяти не трогайте, на него не зарьтесь. (Рождение ребенка).

ĕрескел

напрасно, ни за что, без причины. Сред. Юм. Так ĕрескелех мана пырса çапрĕ. Ударил меня ни за что, ни про что. || Весьма необыкновенно. Сред. Юм. Çынна пȏлăшас, тесе, ĕрескел аван та полма йорамас çав; веç: ȏкçа кивçен пар-ха, пошалстă, тесе, ыйтса илсе каяççĕ те, кайран памаççĕ те. Нельзя быть слишком щедрым; расхватят все деньги в долг, а потом не отдают.

ĕрет

(э̆рэт, э̆рэт'), ряд; порядок; строй; лад. N. Икĕ ĕрĕтĕн тăчĕç. Встали в два ряда. Ч.С. Тата алăк патне çуртасем ĕречĕпе лартса тултарчĕç (при похоронах). Ходар. Пӳрте кĕрсессĕн, пурте ĕречĕпе сак çине ларса тухаççĕ. Пурте пĕр ĕрет виçшер курка ĕçсен, кĕслеç кĕсле калама тапратать. Войдя в избу, все садятся на нары в ряд. Когда все они один за другим выпьют по три ковша за раз, гусляр начинает играть на гуслях. Юрк. † Хрантсуски тутăр кĕçĕнтерех, унăн хĕрри виç ĕрет (с каемкой в три полоски). || Ряд (порядок) домов. Юрк. Çурчĕ çав ĕретрех, виç-тăват кил урлă-кăна. Его изба в том же порядке, всего через 3―4 двора. || Очередь, черед. Альш. Ĕнтĕ вăталăххине ĕрет, тет, сыхлама кайма. Хыпар № 31―2, 1906. Нумайлăха мар, çапах та тӳс! Санăн та ĕрет çитĕ. Не надолго, потерпи! И твоя очередь придет! Ст. Чек. Ĕрет тивĕрĕ (sic!), дошла очередь. Ст. Ганьк. † Ĕççе пар та яра пар, юлашкине ĕрете яр. Юрк. † И, ĕççе пар; тăван, ай, яра пар, юлашкисем юлсан, ĕретрен яр. IЬ. Ун чухне пире ĕрет çитмес, тесе, хăварчĕçĕ. В то время нас оставили, ссылаясь на то, что (до нас) не дойдет очередь. Макка 169°. † Ыр ут килет ыткăнса, ыр çын килет асăнса: тулли курка тыттарăр. Тулли курка ― тав сире, ытармалла мар сире. Ĕçе пар та, яра пар, юлашкине ĕрете яр. Мчится хорошая лошадь, (на ней) едет добрый человек, нарочно (с целью навестить нас). Наливайте ему полный ковш. Приветствую вас полным ковшом, вы очень милы моему сердцу. Выпей, и больше ничего, а что останется, передай гостям по порядку. || Поочередное взаимное угощение, устраиваемое чувашами во время праздников. Гости, посещающие дом в силу этого обычая. Изамб. Т. Эпĕ çывăрса тăнă çĕре пыстете (= пысăк тете) ывăлĕ ĕрете чĕнме килнĕ. Атте: ĕрет хамăр патăртан пуçлăпăр, тетӳсене чĕнсе кил ĕрете, терĕ. Эпир хамăр ĕрет пуçласшăн-ччĕ, терĕ пирĕн атте. Ул çапах пирĕн атте-аннене хăйсем патне ĕрете илсе карĕ. IЬ. Анчах хамăр патăра ĕрет пынине куртăм та, часрах киле чупрăм. IЬ. Раштавра хамăр пата ĕрет пырсан (когда к нам пришли гости, обходившие из дома в дом), пăртак сăра ĕçтеркелерĕç. Çавăнтан тата çĕнĕрен чирлерĕ. IЬ. Ĕрет килсе кĕрсен, эпĕ пуринпе те Христус-вускрес турăм. Вил. йăл. Вăл кун вара каçчен мун-кун йĕркипе ĕрет туса ĕçкĕ-çикĕ тăваççĕ. N. Çапла çĕрĕпе, ăратнере ĕрет тухачченех, хывса ĕççе-çисе çӳреççĕ. Богдашк. Т. Пĕр каçхине псаломщикĕ рекрутсемпе ĕрет туса ĕçсе çӳренĕ те, кун патне те каймалла пулнă. || Соблюдение порядка (в обряде). Сиктер. Çапла ĕретне туса çитерсен, ĕçсе çиме тытăнаççĕ.

ĕрешмен

(э̆рэшмэн'), паук. См. эрешмен. Изамб. Т. Ĕрешмене чăвашсем юратмаççĕ. Ул, ӳкнĕ çăкăр тĕпĕренчĕкне (= тĕпренчĕкне) турă патне илсе пырса, елеклесе парат, теççĕ. Чуваши паука не любят. Про него говорят, что он несет упавшие крошки хлеба к богу и жалуется на того, кто их уронил.

явăç

(jавы̆с'), свиться; связаться; сдружиться; сходиться друг с другом. М. П. Петр. Хыпар № 15, 1906. Ачасем пурте пĕр-пĕринпе явăçса, пĕр-пĕрне чуп-туса: халăх хушшинче килĕшӳ пултăр, тесе, турра кĕл-тăва пуçларĕç. || Увиваться. КС. Паян çав виле (вил'э) панче кунĕпех çăхансам явăçаççĕ. || Привадиться. Зап. ВНО. Арман кутне йăтăсем явăçнă. К мельнице привадились собаки. Юрк. † Уй варринчи хурамана курак-çăхан явăçнă, явăçнă та сивĕнмест. (Свадеб. п.). Зап. ВНО. Кăвакарчăн явăçсан, çын пуять, теççĕ. Если привадятся (к дому) голуби, то человек разбогатеет. (Поверье). || Кишеть. Зап. ВНО. Ача-пăча ăçта кирлĕ, унта хурт-кăткă пек явăçать (кишат). || Болтаться, «тереться» около кого-нибудь, приставать к кому-л. Козм. Явăç, болтаться. Эсĕ ун çумăнче мĕн явăçса çӳретĕн? Что ты около него болтаешься? Смешаться (попав в число других вещей). Ст. Чек. Явăçса карĕ пулĕ. Вероятно, смешалось с другими вещами. IЬ. Явăçса (кайнă ĕçлеме) = пĕрлешсе, хутшăнса. IЬ. Явăçса кай çавсемпе пĕрлешсе кай. Об интимной связи. Хыпар № 30, 1906. Санăн арăму иртĕнет-мĕн, Евстигнейпа явăçнă (связалась), теççĕ, тет. Чебокс. Çав арăмпа явăççа çӳрет (путается) вăл. КС. Вăл çавăн арăм(ĕ) патне явăçнă (повадился, т. е. они «кусаççĕ»). Бгтр. Çав ывăлсенчен кĕçĕнни çав карчăкăн хĕрĕ патне явăçнă, тет те, кайран сивĕннĕ, тет. Младший из сыновей связался с дочерью той старухи, а потом охладел к ней. || «Путаться» с кем. Юрк. † Хура хĕрсемпе явăççа, хура-хутаç илсе хуплантăм. Путаясь с девушками-чернушками я замаялся покупать им рожки (плоды ceratonia siliqua).

явлăк

(jавлы̆к), платок. См. çулăк. Образцы 103. Ачи маттур, хĕрĕ сатур, явлăк парса выляççĕ-çке. Хыпар № 15, 1907. Пуçĕнче тĕссĕр явлăк. На голове полинялый платок. Янтик. † Пурçăн явлăк пур, тетĕр, пĕрте çыхса тухмастăр. Говорите, что у вас есть шелковый платок, а никогда не выходите (на улицу), повязавшись им. Юрк. Мускавран виççĕр тенкĕлĕх пурçăн явлăксем илсе таврăнаттăм (возвращался), вĕсене пурне те çав чуматан ăшне хурсаттăм (положил). IЬ. † Кӳрĕр, кӳрĕр явлăка. Трхбл. † Шур пĕрленттин явлăкпа пĕркенсе. Накрывшись белым брильянтиновым платком. Альш. † Пурçăн явлăк сыхаймăп, ярăнтарса (распустив) çӳреймĕп.

ял

(jал), селение (деревня, село). Б. 13. Ялта çерçи вилмест, теççĕ. Говорят, что в деревне не умирает воробей (с голоду). Альш. Элшел пĕчĕкçех мар ял: çĕр çитмĕл киле яхăн пур-тăр ялта. Альшеево не маленькое селение: в нем, пожалуй, около 170 дворов будет. Янорс. Ку хăш ял? тесе ыйтрăм та аттерен, ку Шĕнер, терĕ. Какая это деревня? — спросил я у отца. — Шинерь, — ответил мне он. Вишн. 71. Ялтан анатарах çырмара кĕпе çума, лаша шыва кӳртме юрать, анчах çынсем ĕçме илекен вырăнтан аяларах каяс пулать. В реке ниже селения можно полоскать белье и купать лошадей, только нужно спускаться ниже того места, где люди берут воду для питья. IЬ. 70. Ял тулашĕнчи çăлсене тасарах туса... Колодцы, находящиеся вне деревни, сделав чище... Епир çур. çĕр-шыв. 16. Сирĕн ял мĕн ятлă? Ялĕнче миçе урам? Орл. II 350°. Аслă ялтан кĕçĕн яла туй килет. (Кăвар туртни). Из большого селения в малое едет свадебный поезд. (Загребание жара). А. П. Прокоп. † Ай-ай, ялсем, хамăр ял! Мĕнле ытарса каяр-ши? Регули 741. Ял витрĕ (sic!) чопса кайре. Пробежал через деревню. IЬ. 632. Пĕр ача, пирĕн ялти, çак хота исе килчĕ. Юрк. Хăйсем ялĕ çыннисем, incolae vici eorum. IЬ. Карачăмне курсанах, хăйсем ялĕ çыннисем, пурте ун майлă пулса, ăна кала пуçлаççĕ... Ст. Айб. Ял йытти ял енеллех вĕрет, теççĕ. Деревенская собака лает в сторону той же деревни, откуда она. (Послов.). Сред. Юм. Ялти яшка яклашка, килти яшка тĕклешке, тесе, çын панче çинĕ апат тутлă пик туйăнать, килти тутлă мар пик туйăнать, тессине калаççĕ. Регули 1269. Ял сирен (чит. серен) воншар çын тăратрĕç. С каждой деревни представили по десяти человек. IЬ. 655. Порте кусам пирĕн ялтан. Все эти из нашей деревни. Ильм. Ют ялта. В чужой деревне. Ала 89. Как ашшĕ тухса каять ял çине çӳреме, килте унăн арĕмĕ ачисене хĕнеме тытăнать. Как только отец уйдет куда-нибудь («по деревне»), жена его начинает бить детей. Мусирма. † Ял-ял витĕр килтĕмер пуян çын ампар çуттипе. Альш. Ял хĕрĕсем касси-кассипе пĕр 14―19 хĕр пуçтарăнаççĕ те, канаш туса, сăра лартма тăваççĕ. Деревенские девушки, собираясь по 14—19 человек с каждой улицы, совещаются и решают варить пиво. IЬ. Ял сутне кĕмеççĕ. Не занимаются пересудами. Сред. Юм. Ял тăрăх, по деревне, по деревням. Кильд. Ашшĕ вăл вăхăтра ял çинче старостăра е правленинче сутиере çӳренĕ. Ее отец в то время был деревенским старостой или правленским судьей. IЬ. Çăтăк (тряпье) пуçтарма ял тăрăх кайрĕç. N. Мĕншĕн пĕр маях ял тăрăх чупатăн-ши? Конст. чăваш. Вăл кукка патне илсе каякан çын эпĕ пурăнакан Шмалак ялĕ кĕрӳшĕ пулать. Тот, который ведет нас к дяде, приходится зятем человеку из села Шемалакова, где я проживаю. || Общество. А. П. Прокоп. † Ятăм лайăх, тесе, ан мухтан, лайăх ятă тăре-юлĕ ял çине. Не хвались своим добрым именем, твое доброе имя останется в деревне. Ой-к. † Ялăм-йышăм ял пултăр, кӳршĕм-кӳппĕм кĕр пултăр. Сред. Юм. Ял çине ят кайтăр, кота йĕм йолтăр. (Так говорят, когда предпринимается что-нибудь важное). N. Яла ярса çĕнĕпе туса уйăр. Сдать (землю) в общество и разделить ее по-новому. N. Ытти ялсем, унтан уйăрăлса кайса, хăйсем ял пулнă. Другие селения, отделившись от того селения, образовали свои общества. || Происходящий из деревни. Эсĕ хăш ял? Ты из какой деревни? Ку та пирĕн ялах (или: ялсемех). Этот тоже из нашей деревни. Эп ку ял мар. Юрк. Çавсем ялех тепĕрне чиперех вĕрентрĕм. Из той же деревни, я обучил другого как следует. Чуратч. Ку арăм хăйсен ялех пулнă. Эта женщина оказалась из их же деревни.

ял çынни

житель деревни. Н. Седяк. Кашни çул ял çыннисем пĕр-пĕрин хыçĕнчен черетпе така илсе каяççĕ (на жертву).

ям яр

сжигать вязовые деревья на золу. Питушк. Хĕлле сивĕре ям ямалла, теççĕ; шатăркă (шадрик) тăваççĕ (хорама кĕлĕ), икĕ рас çонтараççĕ. — Купа купаларăмăр, атя ям ямалла. IЬ. Ям янă чухне хурамасене илсе хупартаççĕ вĕренпе туртса, кустарса, ям тӳпине. Чăмрипах (ч'ŏмρиыбах) хораççĕ (çормасăр).

япала

(jабала), вещь; предмет; дело. Чтен. по пчел. №. 17. Ăвăс ытти япаласем тунă çĕре те каять, тата япала кĕлеткисем-мĕнсем (фигуры, изображения) тăваççĕ. Орау. Япала тыт та явала! (Бессмысленное изречение; говорится от нечего делать.) Юрк. Япалана пас вăйлă тытсан, ăшă пулат. Если на предметах сильный иней, то будет тепло. КС. Унтан халĕ аната куçарчĕ пӳртне, урăх япалана куçарман халь. Чхĕйп. Çĕр çине мĕн чул шăтнă япала (всё, что...) хĕвел, çăмăр, сылăм, çил — çак тăват япала тăрăх усă кӳрсе тăраççĕ. Шурăм-п. № 19. Çĕнĕ уйăх курсан, ура айĕнчи япалана çывăрма выртнă чуне пуç айне хумалла. Вара тĕлĕкре мен-те-пулин курăнать, тет. Регули 97. Эп она парассине япала (надо: парас япалана) кăтартса. Ib. 1266. Япалан пăхса парăп. Ib. 864. Онтан исе килнĕ япалана (япаласене) порне те кайлах еççе пар. Ib. 675. Вăл япаласене, туса пĕтернисене, киле исе килес; тунă япалисене киле исе килес. Орау. Хă вăн çук япала çав ĕнт çав; темиçе çынтан ыйтсан та, пĕри памарĕç; мĕнле алăпăр-ха ĕнт? Если у тебя не имеется вещи, то всегда бывает так. К скольким людям ни обращался, ни один не дал; как уж будем подсеивать? Хыпар № 22, 1906. Кайран, пĕр ирхине, Питĕре пырса çитрĕмĕр. Чейсем ĕçкелерĕмĕр-те, япаламăр пеккисене илсе, хайхи двореца шырама тухса кайрăмăр. Юрк. Пĕре те çапла балыка кӳртсе парăр, тесе, ыйтат иккĕ те ыйтат. Балыка, килте çук япалана, арăмĕ мар, никам та пырса лартакан çук. СТИК. Хай пирĕн япала ăнмарĕ пулас! У нас видно с тобой дело-то не выгорело (не удалось). Сред. Юм. Килтисĕне систермесĕр çынна япала пуçĕпех пара-пара яракан çынна: япала кăларать, теççĕ. N. Кил-хе конта, япала парăп сана. Иди-ка сюда, я тебя угощу («дам одну вещь», т. е. изобью). || Существо. Ч.С. Хай ніçта сиен-мĕн туман япалана кăкарса, асаплантарса тытнăран, луç мана çавăнпа ытла та шелĕн туйăнчĕ. Орау. Шатун, пушан япала, часах ывăнать (о лошади). N. Ĕлĕк пĕрне, пахча çаратма кайсан, тытнă, тет те, питĕ хытă хĕненĕ, тет. Çак япала, киле таврăнсан, хăй тĕлĕшшĕн калаçса выртать, тет: хырăмна пула çурăму тем курĕ çав, тесе выртать, тет, ыратнипе. Как-то давно, одного, попавшегося в саду в воровстве яблоков, здорово побили. Он, возвратившись домой, улегся в постель и разговаривает сам с собою: «Ради брюха, говорит, не знаю что потерпит спина!». Юрк. Ку çапла çăкăра тăпрапа тусан çинчен сĕтĕрсе илнине ăнсăртран пуп курат та, тытăнат кăна ятлама: итле-халĕ, ухмах япала, çăкăра, çапла иртĕнсе, тусан çинче çĕмĕрсе çӳреççи-мĕн? Ст. Чек. Мана хай япала (из это существо) ятпа чĕне пуçларĕ. Панклеи. Мĕн пор чонлă япаласанчен... (из живых существ). || Материя (ткань). Изамб. Т. Тата пасар япали илсе халат (поддевку) çĕлетеççĕ. || Приданное (у девушки). Абыз. † Тавай пире япала урапа кашти авăначчен. Пизип. † Икĕ тур лаши, ай, туртара, икĕ тур лаши, ай, туртара; шур япали урăпа çинче, сакăр сурăх, ай, саранче. Ала 8°. Эпир ăна çавах качча памасăр усрас çук, анчах хĕрин япали çук. || Вещество и пр. О сохр. здор. Чăх-чĕппи çăмарта ăшĕнчен тухать те, вара çăмартанăн хуппи анчах тăрса юлать. Çăмартари япаласем пĕтĕмпех пĕтеççĕ. || Товар. Чăв. й. пур. 22°. Хăй япалапа сутă тăваччĕ. Сам он торговал. Юрк. Ку япалушăн мĕн хак ыйтатăн? Что просишь за эту вещь? || Во мн. ч.—имущество, пожитки. К.-Кушки. Выçлăхра пĕтĕм япалисене сутса пĕтернĕ. || Говорят про пищу. НТЧ. Манăн нимĕн çимелли япала та пулмарĕ. У меня не случилось при себе ничего съестного. || Иногда не переводится. Беседа чув. 11. Мĕн çĕнĕ япала пур? Что есть нового? || Причина. О сохр. здор. Тĕрлĕ чир тĕрлĕ япаларан пулать. Разные болезни бывают от различных причин. || Необыкновенная вещь, диковина. Завражн. Ак япала! Какая штука-то! (Говорят, когда услышат нечто удивительное). Альш. Акă япала! Кунта мăкшăсем те пур иккен! Вот так штука! Оказывается, здесь есть и мордва! || Penis. Курм. † Пирĕн Яккувăн япали молкач пичи япали пак анчах. || Яд, отрава. Хыпар № 44, 1906. Колымскра иккĕмĕш çул пурăннă чухне, вăл япала ĕçсе вилме тапратрĕ, анчах ăна сиссе çăлчĕç. || Вредная вещь. Злой дух. Ст. Чек. Эй турă, тĕрлĕ япаларан (подразумевают «тĕрлĕ усалтан») хăтар пире. Хыпар № 29, 1906. Айван чура сапах доктор патне кайма пĕлмест: япаларан мар-ши? тесе юмăçа каять. || Нередко получает обобщающее значение. Панклеи. Сирн ку холара пăр хăрăк хорăн тонкати-япала пор-и? У вас есть в этом городе какой-нибудь сухой березовый пень? Якейк. Эп онтан кашнинчех иртсе çӳретĕп, анчах çын-япала кормастăп. Я там каждый раз прохожу, но никаких людей не встречаю. КС. Хула-япалана каяс пулсассăн... Если придется поехать в город и т. п. Хыпар № 2, 1906. Эрех-япала суйланă чухне (при выборах) ан пултăр. || С афф. притяж. 2-го и 3-го гл. ставится в некоторых чувашизмах. Ч.С. Пыраттăм ĕнтĕ, сасартăк хам умрах темĕскер хуп-хура тăнă пек туйĕнчĕ те ман çан-çурăм çӳçенсе кайрĕ. Лашу-япалу (куда тебе тут и лошадь и всё!...)! каялла чупа патăм. N. Пирĕн ват асатте — кăшăлу-япалу!.. киле пăрахса тавăрăннă, тет. Орау. Мун-куну-япалу... вĕççĕрĕ! Пролетела (твоя) пасха. Чув. тексты № 2, 513. Пасара карни? — Карăм. Мĕн илтĕн? — Пăрçа илтĕм. — Ак телей! — Телейи-япали (какое тут счастье!); кĕпер урлă каçрăм та, тăкăнчĕ-карĕ. — Акă сиян!—Сияни-япали (какой там убыток!)! тепĕр кунне кайса пăхрăм та, тӳшек пек выртать... || Иногда заменяет афф. -скер или же ставится вместе с ним; при этом речь иногда получает иронический оттенок. Демид. Икĕшĕ те мимо ярса курман япаласем пулнă. Оба они никогда не стреляли мимо цели. Уфим. Пирĕн чăвашсен хăтараканĕ ватман япала. Хĕрлĕ Урал. Пĕччен япала (будучи одна), шырама часах тухайман. Юрк. Чи аслă ывăлĕ, Митукĕ, наянтарах япала, ĕçе пит çемçе çын пулнă. N. Пит вăтанакан япала эпĕ. Я очень стеснительный человек. N. Пит намăслă япала тата. Орау. Раштавччен тухмалла япала, Мункунччен те тухмарĕ (напр. книга). КС. Вара мана халиччен ĕненмен япалана ĕнентерчĕç (заставили поверить в то, во что...); çын кураймасăр котун туса панă, терĕçĕ (испортил животных кто-то). Орау. Çамрăк япала, нумай кирлим ăна? — тата тепĕр-ик стаккан ĕçсенех, вилмелле (относительно выпивки). Ib. Хай, ӳссĕр япала, çулне-йĕрне паллайман. А он, пьяный, не мог определить дороги. Юрк. Пирĕн ăспа пулсан «Пулăхар» каçичĕ те, çĕнĕ япаласкер чăвашсенĕн кăмăлне пит килме кирлĕ-чĕ. Ib. Чăваш хĕрĕ пит таса япала, вăйлăскер, арçын вырăнне ĕçлесе çӳренĕ. Чувашская девушка, очень здоровая и сильная, работала за мужика. Йӳç. такăнт. 33. Эй, кум! Пĕрле ӳснĕ япала, халь те пĕрле пурăнар! Изамб. Т. Тӳрленсе çитмен япала тепле тăранĕ вара? Орау. Паян пĕр авăн çапрăмăр та, хĕллехи япала, тырри чĕрĕлсе кĕрет вăн; çулана çитмест çав вăл авăн тавраш, ун чух авăн та кирлĕ мар — хлупут çук. Ib. Кĕр-куннехи япала, сĕткен типнĕскер, сĕвĕнмест вăн пушăчĕ. Альш. Унтан вара пурама пуçланă япалана пăстармарĕ (так как здание уже начали рубить). || Часто переводится местоимениями нечто, что-нибудь, ничто и др. Ч.С. Анчах ал-валли çиекенсем пурте, ача ятне асăнса, япала (что-нибудь) хураççĕ (на зубок). N. Аллăна япала-мĕн тăрăнчим апла? Ты наткнул чем-нибудь руку? Ашшĕ-амăшне. Атте, япала (что-нибудь)-мĕн кирлĕ мар-и сана? Т. Исаев. Пĕр-пĕр япала пулсан. Если что-нибудь случится (неприятное). N. Мана çиме япалăр çук-ши? Т. Григорьева. Япала илнĕ чух çынтан ыйтмасăр ан ил, теççĕ. Когда хочешь взять у кого-нибудь что-либо, то не бери, не спрося, без разрешенья. (Послов.) Хыпар № 12, 1906. Э-э-эх! тетĕп. Ку чăвашăн пĕр япалине пăхса та савăнма çук иккен, тетĕп. Юрк. Хайхи Митук пĕр япаласăр тăрса юлнă (остался ни с чем). Череп. Япала тухмас. Толку не будет. Макка 202. Унти вутсене (огни) пĕр япала хăвармиччен сӳнтереççĕ. Альш. Япала пĕр хуйхăсăр пулмас, теççĕ. Ничто не дается без заботы. Юрк. Çак уйăхра, пушă вăхăтра, пĕр япала çырса ярашшăн. В этом месяце, в свободное время, хотелось бы написать одну вещь и послать ее. Макка 202. Вăл мăн чӳк тунă çĕре пĕр ялтан пилĕк çын хăвараççĕ, вĕсем вара çĕрле, мĕн-мĕн япала курăннине пăхса, сыхласа тăраççĕ. О сохр. здор. Мĕшĕн макăрнине пĕлсе, таврашне тӳрлетĕр те, япала ыратнипе макăрмасть пулсан... N. Япала ыратат, ыратман япала çук. Все тело болит. Тет. Вăл мана пĕр-пĕр япалу сикмен-и? (не свихнул-ли что?), тесе ыйтрĕ. Упа 589. Аккасем каларĕç: япала ыратмари? терĕç. Эпĕ: пăртак ура ыратрĕ (ушиб ногу) те, урăх ним те ыратмарĕ, терĕм. О сохр. здор. Унăн (у ребенка) пĕр япала (что-нибудь) ыратмасан, вăл нихçан та макăрмасть. Альш. Унтан чарăнаççĕ (перестают петь) те, çавăнтах пĕр-пĕр япалалла-мĕнле выляса илеççĕ хĕрсемпе каччăсем. См. епеле.

япăрт

(jабы̆рт), подр. быстрому движению. КС. Япăрт çулса илчĕç те (быстро схватили), урапа çине лартса, илсе карĕç (девушку). Ib. Япăрт —быстро, моментально. N. Тĕк çине (в перья) корак орине япăрт! кăларса пăрахрĕ (асамçă). || Подр. быстрому испражнению жидким (в один прием).

яр

(jар), пустить, отпустить, допустить, отпустить, упустить, выпустить, распустить, пустить в ход, класть. См. ер. К.-Кушки. Кашкăра сурăхсем хушшине яр-ха! Курăн вара, пĕр сурăхă та картăнта юлмĕ. Пусти-ка волка к овцам, останешься без овец. Чураль-к. † Çакă ялăн хĕрĕсем ним парса та ямаççĕ (не допускают). Беседа чув. 15. Хăшĕ шыва кĕреччĕç, хăшĕ пĕчĕкçĕ кимĕ туса яраччĕç. Мижула. Пĕр урамра темиçе пĕве пĕвелеççĕ; малтанхин пĕви толсан, ярать те, кайрисен пĕвисене татса каять. К.-Кушки. Эс мĕшĕн сахăр ярса ĕçместĕн? Почему ты не пьешь (чай) внакладку? М. Тув. † Хĕрĕх пуспа алă пусне алран ярас килимаçть (не хочется выпустить из рук). Орау. Хĕресе çакăнталла ярас пуль (п. на грудь), тек çурăма ыраттарса çӳрет (о нашейном кресте). Тяпт. Çав карапран пир ячĕç, тет (спустили холст). Толст. Эпĕ патиене пусса ятăм, анса ил-ха. Я упустила бадью в колодец, слезь и возьми. Яргуньк. Хайхи çын, вилнĕ çынна илсе, Сăра (т. е. Сăрра, в реку Суру) яма карĕ, тет. М. Васильев № 34. Вара ялти çынсем, тертленсе, она сакайĕнчен сĕтĕрсе кăларса, пĕр тарăн çырма хĕрĕнчи ват хорама котне кайса янă (пустили к корню старого вяза). Орау. Пĕр хĕр кепи аркине тавăрнă та, аялалла пăхса тăраччĕ. Мана курчĕ те, лăштах ячĕ, — вăтанчĕ, курнать. Юрк. Ĕнер эсĕ ман çине пит нумай сивĕ ярсаттăн (напустил холоду); курăсăн, авă паян та кăмакасем çумĕнче ăшăнаймастăп! Орау. Ача тунă та, ачине пĕвене янă. Родила ребенка и пустила его в пруд (т. е. утопила). Пазух. Курки калать: тыт, тесе, сăри калать: ĕç, тесе; сăрине янă хăмлисем те, килнĕ мĕн-çке хăнисем. П. Сунар. † Хора пиншак йӳле ятăмăр (нараспашку), ăна мĕшĕн йӳле ятăмăр, кĕрен кĕпе курăнмашкăн. К.-Кушки. Кĕпе çухине ярса çӳрет (не застегивает). Абыз. Нарт, нарт кăвакал Атăл варинче, ик çунатне шарт, шарт çапать, Атăл хĕрне хум ярать. Пуçтарнăр, ачасем, ман пата. (Чан çапни). N. Чей çине яраççĕ. Пускают в чай. Чаду-к. Пирĕн ялсам пĕр çын вăрмана лаша яма кайнă (чтобы пустить пастись). N. † Хамăр тăван янă чух, çитеймерĕм чыспала. К.-Кушки. Çунийĕ кайман, ăна вĕсем тăххăрĕш те нимпе те ярайман (не могли заставить двигаться, катиться). Т. М. Матв. Атăл тĕпне ахах ятăм. (Хурана тăвар яни). Сред. Юм. Çăвартан тытса янă-и мĕн сана? Насильно, что ли, тебе в рот влили? (Говорят пьяным людям). Якейк. Янă-яманах сӳнсе ларать (лучина в самоваре). Абыз. Кантăк витĕр ĕс (надо: йĕс) кĕвенте янă. (Хĕвел пăхни). N. Яшка çине яма сухан та пур. Ч.К. † Ытса, ытса памасан (пуян инке), турă ятăр каялла (т. е. пусть ее богатство уменьшится). Ч.П. Халат кăсйи тарăн мар, мăйăр яма (класть) пит аван. Юрк. Мана И.И. ярасса ячĕ те, сире те ярĕ, темĕн çав. Меня-то И.И. отпустил, но едва ли только он отпустит вас. Чăв. й. пур. 36°. Акă епле, вăл выхăта эсĕ малтан икĕ хăлаç алт, унтан вара пĕр çын тупса яр; çын тупса ярсан, вара укçана ăлавĕпех: тие, тенĕ. Синьял. † Куçăма ятăм ирĕке, сар ачасем суйлама. Пустила глаза на свободу — выбирать красивых парней. Бугурусл. Эпĕ хăранипе (со страха) лашасене сиккипе ятăм (пустил вскачь). Яргуньк. Первый Иван вĕчĕ (= вĕрчĕ), тит (пустил струю воздуха) те, ултă çухрăм ячĕ, тит; кайран ĕçлен вĕчĕ, тит те, виçĕ çухрăм ячĕ, тит. Вара тапратрĕç, тит (драться). Ib. † Вăйăран вăйя çӳрерĕм, хам савнине ямарăм. Ходил по хороводам, но не упустил своей любимой. || Прибавлять. С. Дув. † Ĕнте вăрман кашлать, вăрман кашлать, туратран турата ярасшăн. || Попускать. Ст. Шаймурз. Турă ямасан (если не попустит), тăшман. çĕнтереймест. || Сбывать с рук (плохой товар и т. п.). М. Яуш. Эпĕ сан тавара яма пĕлетĕп (могу сбыть, спустить с рук). N. Пĕрне лартса хăвартăм, нимпе те яримастăм вăл çитмĕл пуса. Одного надул, а то никак не мог сбыть с рук этот двугривенный. N. Усал укçана аран-аран ятăм. Фальшивую монету насилу сплавил. || Забивать. Çакăнтан тепĕр пăта ямала (забить гвоздь), вара тăн-тăн (крепко) пулать. || Повесить. Альш. Хăлхине ярать хăшĕ арçын та хăлхалки (серьги). N. Эс сар шерепи яни-ха? Халь яма мар, шерепине те çыхса пĕтермен. N. Хĕрсем çула тĕр тăвнă чух, пĕри ыйтать: эсĕ сар шерепи яни-ха? Якейк. (Хĕр) пилĕкнех порçăн хырмоли çыхать, кот хыçне сарă çакать: хӳре вырнне ленттĕсем яраççĕ; çорăм хыçне мăйăран ялав çакаççĕ. (Хĕр-арăм юсав). || Отделывать, украшать. Шаймурз. † Хура шаль туттăрăн ярапине чистă пурçăн ярса тултартăм. Якейк. † Ăшне кĕмĕл янă, тет, толне порçăн тортнă, тет. (О бочке). Ст. Яха-к. Ун чухне лаша таврашĕ пушăт, курăс мар, пуринĕн те чĕн хăмăтсем, шуçпа янă чĕн кутлăхсем. || Распустить (слух и т. п.). N. Ят яр, распустить дурную славу, молву. Ст. Шаймурз. † Ай-уй, савнă тусăм, хура куçăм, ятна яла ярса (распустив про себя дурную славу), эс култартăн. Сред. Юм. Ху ятна ху ярса çӳрен. Свое имя порочишь. || Дать волю (языку). Сред. Юм. Чĕлхене ытла пит янă-çке вара эсĕ. (Говорят тому, кто говорит другим обидные слова). || Стрелять. N. Эпĕ ун чух патруль-ччĕ, хулара çӳреттĕм; хаярăн кăшкăра-кăшкăра аран чартăм войскана: пĕр-маях яраççĕ (стреляют). || Ударить. Орау. Чутах ярать-чĕ чукмарпа. Дубиною чуть не хватил. || Расстегивать, расстегнуть, отцепить, распутать. Упа 719. Эпĕ çĕлĕке хыврăм, тӳммесене ятăм. Я снял шапку и расстегнулся. Толст. Çав çаклатнине (крючек у двери) ярас тесе, сикрĕ-сикрĕ, тет, ку, ниепле çитсе яраймарĕ, тет (никак не мог отдеть). || Пустить (в общее пользование). Хыпар № 31—2, 1906. Эпир çĕре нихăçан та яла ярса (пустив в общее пользование), çĕнĕпе туса уйăрман. || Удлинять. Ст. Чек. Унта кĕпесене урăхларах çелеççĕ, аркисене вăрăмрах яраççĕ (подол пускают длиннее). || Позволять, допускать. Юрк. Шыв ăсма ямаççĕ. Не позволяют брать воды (из своего колодца). О сохр. здор. Çын скарлатинапа чирлесессĕн, унăн пырĕ çăтма ями ыратакан пулать. Яжутк. Хуçи патшаран ыйтать, тет: мана япала сутма яратри-ха? тесе, каларĕ, тет. || Проводить (дорогу, электричество). Чув. календ. 1911. Халĕ электричествана пĕр вырăнтан тепĕр вырăна темиçе çухрăма яма пултараççĕ. Теперь электричество проводят с одного места на другое на много верст. Разум. Аслă çула Куснар çĕрĕ витĕр ямалла тунă. Сделал так (добился того), что дорога должна была пройти по земле селения Коснар. || Прислать, послать. Псалм. 106,20. Вăл хăй сăмахне янă (послал), вĕсене сыватнă. Сала 36. Ирхине ирех Емелене арăмĕ кĕреçе панă та, çырма (канаву) тума янă. || Отправлять. Якейк. Вăл Чол-Холая паршăпа нумай тырă янă. Он отправил в Нижний на баржах много хлеба. || Сваливать на другого (т. е. указывать на недостатки и др.). Альш. Малтан хĕрне тӳррех калассине ялĕ çине яра-яра калаççĕ; унтан кайран-кайран тӳррех хĕрĕ ятне каласах та юрлаççĕ. || Проигрывать (в деньги, в игре). Петĕр виç тенкĕ картла выляса янă. Петр проиграл в карты 3 рубля. || Тратить? Сред. Юм. || Продолжить, продлить. Якейк. Эпĕр теçеттина ир пуçларăмăр та, каçчен ямарăмăр, каçхи апатчен пĕтертемĕр (сжали до ужина). Хыпар № 9, 1906. Çапла пĕр куна та ямарĕç (даже дня не проработали), кĕпере йăлт туса пĕтерчĕç. || Завести (часы; так у многих); пустить в ход (машину и пр.). К.-Кушки. Чассие ятăм та, сĕтеле хутăм. Я завел часы и положил их в стол. Ib. Паян армана янă иккен (пустили в ход). || Возложить; налагать. Хыпар № 42, 1906. Налогсене чиновниксем ямалла мар, халăх суйланă депутатсем ямалла тăвĕç. Янтик. У укçана (тулăка, т. е. долг) халь ĕнтĕ халăх çине янă, хăй татайман пирки. Этот его долг возложили на общество, так как он сам уплатить не мог. || Лить. СТИК. Стаккана (витрене) шыв яр (налить воды). Пирĕн ял 1929, № 16, 4. Çав эрехе пĕр çĕре ярсан, кимĕсемпе ишсе çӳремелли кӳлĕ пулать вĕт. || Лить (о сильном дожде). Никит. Эп витререн янă пек, çăмăр ятăр. Пусть польет дождь так, как я лью из (этого) ведра. Трхбл. Çумăр ячĕ (или: çумăра ячĕ). Дождь пошел (внезапно). || Лить (свечи). Собр. Çăвăнчен (из того сала) çурта ятăм та, çанталăкĕпе сарăлчĕ. || Насыпать. N. Тăпра янă чухне малтан, йывăçа лартиччен, шăтăк тĕпне çерем кассине хуран. N. Ултă виçе урпа яр. N. Эп хутаççине тытса тăтăм, вăл тыррине ярса тăчĕ. || Заставить пройти (болезнь)? Случать. Ст. Чек. Янă кĕсре (то же, что кустарнă). К.-Кушки. Ĕнер хура ăйрăпа янă (çӳретнĕ). Вчера случали вороного жеребца. || Городить (забор). Тим.-к. † Çичĕ хут сапур ямарĕç. || Уничтожить. Сир. Усал кăмăл çĕтĕк-çатăк тăхăннинчен ытла (более) илеме ярать. || Счистить (грязь и пр.). О сохр. здор. Вĕсем, хăйсен ӳчĕсенчен кирĕксене лайăххăн яма-сăрах, кĕпи-йĕмне тăхăнса яраççĕ. || Стирать (резинкой). Янтик. || Выпивать. Никит. Пĕр Иван анчах эрех ĕçмен, ыттисем янă (пили). || Ходить (в карточной игре). Сред. Юм. Яр мана. Ходи ко мне (в игре в карты). || Пуститься во что. Альш. Пырсанах, хваттир хуçине пуççапаççĕ хĕрĕсем; яраççĕ унтан ташша (пускаются в пляс). Абаш. Майралла яр! (говорят женщине). Пляши по-русски! Альш. Хапхаран тухнă-тухманах ярать пурте юрра. N. Акă лашисем ячĕç, тет, ташша. Вот лошади пустились в пляс. СТИК. Ват çын пек юрра ятăн ĕнтĕ! Пазух. Икĕ сар хĕр кăмăлне вăрăм çула кайрăмăр, орган купăс куртăмăр, тăрса ташша ятăмăр. || Ăйха ячĕ вăл! Здорово спал. || Употребляется в качестве вспомог. гл. Ч.П. Ешĕл юман касса ятăм, яр хĕррине ӳкертĕм. Ib. Аслă урама тухрăм юрла ятăм (без намерения, почти неожиданно для самого себя), тăшмансен чĕрисене çура ятăм. Альш. † Çамрăках та кăмăлпа кулса яр: манăнах та кăмăлма уçса яр. Альш. Çураçрăмăр, килĕшрĕмĕр те, Элшелĕнченех илсе ятăм эпĕ хĕр. О брачной жизни. Качча илнĕ хĕре хăйсем патĕнчен хăваласа ярса, ăна намăса яраççĕ, пăрахăçа кăларса яраççĕ. Хыпар № 29, 1906. Халĕ пирĕн хăш чухне çумăр та çăвать, анчах, кăшт хĕвел пăхсанах, типĕтсе ярать. Календ. 1904. Унтан, çынна вырса çӳресе, хăйĕнне çил тăкса ярать. Беседа чув. 17. Пурте аллисенче çутнă çуртасем тытса: Христос вильĕмĕнчен чĕрĕлнĕ, тесе, юрласа ярасса хытă кĕтсе тăраççĕ. Юрк. Исправник хăне валли çырса тăмашкăн пĕр тиек тытса ярат. Чуратч. Куртăн-и? тесе, кăшкăрса ячĕ, тет! Хыпар № 16, 1906. Тутар çинчен мана ялти çынсем ак çапла каласа ячĕç. Скотолеч. 26. Унтан шăнасем ларса варласран тикĕт сĕрсе ярас пулать (на зашитую рану). Юрк. Акă пире çырăва вĕрентсе вырăс туса янни! Вот что значит научить нас грамоте и сделать (через это) русскими! N. Ачăна ялан апла хĕнесен, ухмаха кăларса ярăн. Хыпар № 31―2, 1906. Тата чăнах та хăвна-хăв нихăçан та çынна таптаттарса яма юрамасть. Сред. Юм. Тотăр парса яна. [Если родители соглашаются выдать дочь замуж, то тому, кто сватает, дают «тȏтăр» (не платок)]. Сала. Арăмĕ пачăшкăран часрах ултă çĕр тенкĕ илнĕ те, Ивана парса янă. Юрк. Пăхăсăн, начар эрехне çапла урайне сапса ярса, çак начар эрехпе сут тăвакан çынна нимĕнпе айăплама пулса тăнă. В. Тим. † Ытам тулли памасан, ывăтайса ярап, тет. Хыпар № 29, 1906. Вăхăт-вăхăт урапа сасси илтĕнет, е автан авăтса ярать. Б. Яныши. Учĕ сикрĕ те, малти урапи (колеса) перевос çине кĕрчĕ, кайрине йăтса ярмалла (= ямалла) пулчĕ. Скотолеч. 4. Вăл (лошадь) апатне çисе янă-и, яман-и? çавна пăхас пулать. Кн. для чт. 4. Çулпа иртсе пынă чух, хӳме çумĕнче хутаç çакса янă старике курнă. Ядр. Евангелиенĕн корректурине парса яр ман пата, ăна часрах пусма парса ямалла. НАК. Вăл çапла каласассăн, эпĕ: ку хура-кĕсрери киреметĕç пулчĕ ĕнтĕ, пĕтерет ку мана, тесе, аран: кă-кă-кăвакал, тесе ятăм (насилу выговорил). Альш. Вĕрӳçĕ карчăк килте çук; пырса (парса?) ярăттăм, укçи çук. Чураль-к. Пĕр майрана пăхăп та, йĕрĕп-ярăп. (Сухан). N. † Ларма килнĕ (приехавших гостить) хĕрсене, чупса тухса, чуп-ту-яр.

яртар

понуд. ф. от гл. яр. Регули 735. Эп пичия яртартăм онта пĕр ача. Ib. 736. Эп пĕр-пĕр çынна яртарам онта. Юрк. Вилетĕп пулĕ, тесе, хăраса, часах пупа илсе килме лаша кӳлтерсе яртарат. || Заставить (духа) освободить от болезни. Çутталла 27. Сана вилĕ тытнă. Вилĕ тытнине яртарма санăн укçу та, пирру та (=пиррӳ те) çук.

ярлăк

(jарлы̆к, ударение в конце), удостоверительная записка. Сред. Юм. Мана 90 пус çинчен (по 90 коп.) ыраш илсе пыма ярлăк парса ячĕ.

ят

(jат), имя; название. Менча. Когда у чуваш родится ребенок, то, еще раньше, чем крестить его (шыва кӳртиччен), ему, заодно с бабушками-повитухами (эпи-карчăк), нарекают имя. Если не наречь имени, то это считается нехорошим, так как иначе имя ему наречет чорт (шуйттан). Как только наступит время родить, бабы приводят повитух, и тотчас по рождении дают ребенку имя. Если родится ребенок мужеского пола, то иного нарекают Упа, иного Юманкка, иного Тăхти, а иного Сатай. Все эти имена даются с суеверным соображением. Упа называют затем, чтобы ребенок был здоров как медведь и не болел; Юманкка — чтобы он был крепким и коренастым как дуб и не хворал; Тăхти ― чтобы он был живуч и чтобы племя его множилось и не вымирало; Сатай ― чтобы род его плодился и не исчезал. Что касается девочек, то некоторых из них называют Хĕрпик, других Силпик, иных Эрнук и Тунюк (scr. Тунӳк). Хĕрпик — название не суеверное; родилась девочка, ну и говорят: давай назовем ее Хĕрпик; имя Силпик ― дается с суеверным соображением (ăрăмласа хуни): дескать, Силпик будет жить в почете (сил) и уважении (чис). Эрнук называют тех, которые родятся в пятницу (эрне-кун), а Тунюк (scr. Тунӳк) — родившихся в понедельник (тунти-кун). Ача ят хуни. Тĕне кĕмен чăвашсем, çамрăк ача çуралсассăн, ача ят хума ни пуп патне, ни мулла патне каймаççĕ. Вĕсем (некрещ. чуваши) ача ятне ватă стариксем, ватă карчăксем, эпи-карчăксем, хурăнташсене, ратнисене пухса, хăйсем пĕлнĕ пек, ача мĕн кун çуралнă, çав кун ячĕпе е çав кун ячĕ евĕрлĕ ятпа, пĕр-пĕр святой ятне асăнса тунă праздник тĕлĕнче çуралнă пулсан, ачине те çавăн ячĕпе ят параççĕ. Ывăл ача пулсан, ак çапла хураççĕ: ачи шăмат-кун çуралнă пулсассăн, Шăмак ятлă хураççĕ; вырăсерни кун çуралнă пулсассăн, Вырăстай ятлă, Ванюк (чит. Ванюк) ятлă хураççĕ; тунтикун çуралнă пулсассăн, Тутирек ятлă, Тутиер ятлă, Тăхтаман ятлă хураççĕ. Хĕр ача çуралсассăн, унăн ятне те арçын ачинни пекех хураççĕ. Улăштарсан та, сайра улăштараççĕ. IЬ. Некрещеные чуваши, когда родится ребенок, не ходят, чтобы наречь ему имя, ни к попу, ни к мулле. Чтобы наречь имя ребенку, они созывают старых стариков и старых старух, повитух, родственников и сродников, и нарекают имя ребенку, как умеют сами — или по имени того дня, когда ребенок родился, или именем, подобным имени этого дня; а если он родится около праздника в честь какого-либо святого, то — по имени этого святого. Если родится мальчик, то нарекают так: если ребенок родился в субботу, то Шăмак; если родился в воскресенье (вырăс-эрни кун) — Вырăстай или Ванюк; если родился в понедельник, то Тутирек, Тутиер или Тăхтаман. Если родится девочка, то ее имя нарекают подобно имени мальчика. Если и меняют, то редко. Кроме того имени, они некоторых нарекают по имени родителей, родственников или рода (тата вĕсем хăшин-хăшин ятне ашшĕ-амăш ячĕ, хурăнташ-ăру ячĕ майлă эл йăх ячĕпе хураççĕ). Имена детям своим они нарекают (хураççĕ) тогда, когда вздумают. М. Рус. Ĕлĕкхи чăвашсем ачисĕм пурăнмантан хĕр-ачасене вĕçен-кайăк ячĕпе, ывăл ачасене ураллă кайăк ячĕпе ят хунă. Макка 212. Вăл ача ятне кун ячĕпе шыраса тупаççĕ; кун мĕн ятли пулать, ăна та çавăн майлăрах хураççĕ. Çапла пĕр кун ятне илер-ха: эрне-кун хĕр пулсан, Эрнепи ятлă хураççĕ; ытлари-кун пусан, Утлаш ятлă хураççĕ. Альш. «Имена часто даются в виде соображения относительно зажиточности: если человек с не очень нравящимся чувашам именем живет славно — тихо, зажиточно, смышленно, то это имя дается многим на селе». Т. М. Матв. Ятне хуман ача макăра пулать. (Япалана килĕшмесĕр илсе кайсан, тавар хуçи хаклă ыйтма пултарать, е ĕçе малтан килĕшмесĕр ĕçлесен, ĕçлекенни хаклăрах илесшĕн, ĕçлеттерекенни йӳнрех парасшăн — çак сăмаха çавăн чухне калаççĕ). Якейк. Пĕчĕк ачасам кошаксене, сорăхсене, пăрусене ят параççĕ. Пĕр ятпах хăш чохне сорăха та, пăрăва та кошака та чĕнеççĕ. Кĕтерин, Маркка, Веркка ятлă хораççĕ. Лашапа йăтăсен те хăш чохне пĕр ят полать, напр., Мальччăк ятлă йăтă та пор, лаша та пор. Суждение. Турă, рая пырсассăн, вĕсене ятран каласа чĕннĕ (звал по именам). Псалт. 146,4. Вăл вĕçĕмсĕр нумай çăлтăрсенĕн хисепне те пĕлсе тăрать, вĕсене пурне те ятран пĕлет. Мар. Егип. Зосима çав хăйне нихăçан та курман, нихăçан та пĕлмен арăм ятран чĕннине илтсессĕн, пит тĕлĕннĕ. Е. Ятран чĕне-чĕне кăлар. Альш. Чăвашсем ятран каламаççĕ. Ашшĕ-мĕн ячĕпе чĕнсессĕн, чăваш çиленет. Ашшĕ-амăшĕ ятлă çынна ячĕнчен чĕнмеççĕ: атте ятли, анне ятли теççĕ. Хăй ятлине аташ теççĕ. Пуринчен ытла кăна хĕр-арăмсем çапла тăваççĕ. Псалт. 108,21. Эй турăçăм, турăçăм, эсĕ маншăн хăвăн ятна тивĕçлине ту. Якейк. Аланмасăр порнатпăр, ватă ятне илтетпĕр (нас обзывают стариками). Посл. 179,11. Вăл сире хăвăра чĕнсе илнĕ ята тивĕçлĕ çынсем тутăр. Шурăм-п. № 21. Хăй ĕçсе пурăнать пулсан та, чăваш ятне унăн пек пăсмалла мар. Сала 50°. † Кĕмĕл çĕрĕ, ахах куç, — унăн ятне кам пĕлмест? Что сокращ. жизнь. Рай пурăнăçĕ-çех пурăнăç ятне илтме тивĕçлĕ. Макка 110. † Чунăмăр тӳрă аллинче, ятăмăр патша умĕнче, пĕвĕмĕр ырă çын умĕнче, шухăшăмăр атте-анне умĕнче. Сир. 41. Ухмах темесĕр мĕн ят парас ăна? Альш. Хальхи чăвашсем пайтахăшне мĕне кĕлтунине те пĕлмеççĕ, тет, ятне-кăна, пĕр пĕлмесĕр, калаççĕ тет. Собр. 339. † Пĕвĕр илемлĕ, сăнăр хитре, кам хунă-ши сирĕн ятă-ра? || Очередь по отбыванию воинской повинности. Б. Олг. Каþан, пичин салтак ячĕ тохсан (был объявлен рекрутом), пичин ик хĕр-ача пор-ччĕ. См. ят пар. || Назначение. Юрк. Укçа пулсан, пуштăпа яр. Анчах укçăна хам ятпа ан яр. Будут деньги, пошли почтой. Только не посылай на мое имя. N. Пĕр письмо (= çыру) янă-ччĕ сан ятпа. Одно письмо на твое имя было послано. || В выражении ячĕпе «от имени»... Хыпар № 9, 1906. Вĕсем кĕпĕрне ячĕпе суйласа яма 50 çын хушшинчен 8-9 çын-кăна суйласа ямалла. IЬ. № 8. Пирĕн те пĕтĕм чăваш халăхĕ ячĕпе пуху тума пулмĕ-ши? тетĕп эпĕ. || Цель. Хыпар № 46, 1906. Закона уççа парас ячĕпе Сенат çĕнĕ закон кăларчĕ. || Доброе имя, честь. Ч.П. Леш кассенĕн хĕрĕсем ашшĕ ятне ямалăх. Альш. † Атте-анне ятне лайăх тытсан, пире лайăх çынсем чис парĕç. Собр. 173°. † Атте-анне ячĕпе патшасем чĕнеççĕ хăнана. Янш.-Норв. † Аттем-аннем ячĕпе ырă çынсем чĕнеççĕ хăнана. С. Алг. † Ман туй килет шавласа, атте-анне ячĕпе. || Хорошая или плохая слава, молва. Ст. Чек. Ячĕ пысăк ĕнтĕ. Он уже прославился (в хорошем смысле). Альш. † Маттур-маттур хĕрсене ячĕпелен шыраççĕ. Якейк. † Çварни çони шуç котлă; шуçĕ йолать йор çине, ят сарăлать ял çине (слава идет по деревне). N. Ырă ят илт, выслушать (себе) похвалу, добрую славу. К.-Кушки. Пуян ячĕ çĕклесе, виçĕ пуспа ан виртле. Славясь богачем, не дразни тремя копейками. Ч.П. Ятăра пăсĕ. Ала 103°. † Ĕçес-çияс хуçаран, ыр ят тăвас хăнаран. Альш. Пурăнать вара салтак арăмĕ хуняшшĕ-хунямăшĕ аллинче; вĕсем ырă пулсан, ырă ят илтсе, вĕсем усал пулсан, усал ят илтсе. N. Халăха тытса тăракан каланă сăмахĕсем тăрăх ăслă çын ячĕ илет. N. Хаяр ята кӳрт. Сделать предметом осуждения. Бижб. † Чаплă хĕрĕн чап каят, начар хĕрĕн ят каят, тет. Юрк. † Çичĕ çул ямшăк çӳрерĕм, ямшăк ятне кăлараймарăм, çичĕ пушă аври хуçмарăм. Макка 36. Çак хамăр кас ачисем ят кăларма хăтланчĕç (хотели распустить дурную славу). IЬ. 173°. † Çинçе пӳме ӳстертĕм ятма ял çине ямарăм. IЬ. † 107°. Ялсем çинче ан мухтанăр, ятăр юлĕ ял çине. Лашман. † Çăпатана пăрахса, атă тăхăнтăм, пуснă йĕрсенчен вут тухтăр. Вучĕсем пĕр тухчăр, чулĕсем путчăр, матур йĕкĕт çинчен ят тухтăр. Сир. Ху çинчен элекçĕ ячĕ ан кăлар. Не приобретай славы клеветника. . Ик чĕлхелĕ çын çинчен яланах усал ят каять. || Брань, выговор. N. Хаяр ята кĕр. Подвергаться дерзкой брани. N. † Çамрăк пуççе чармасан, ваттисене ят тивет. Пус. Сĕм вăрманта вăрăм йывăç, çил тимесĕр пĕр кун лармĕ. (Салтака ят тивни). Сала 196°. Сулахай хулха янрасан, ят илтет. N. Лашисене хупмаççĕ, вăррисене хаяр ят; хĕрĕсене чармаççĕ — каччисене хаяр ят. Сятра. † Ах, пире ват ятлать! Ват çын ятне пăхсассăн, эпĕ пасара та тохас çок. Юрк. † Пĕр хĕр ясар пулсассăн, пур хĕр çине ят килет. Ала 89. Ача-пăча ятран-патакран пит хăрать. Дети очень боятся брани и побоев. Якейк. Мана порнма пит йăвăр: кашнă конах ят илтеп (слышу брань). Орау. Капла туса ят илтиччен, эпĕ луччă тепĕр çĕрте сăмахсăр пĕр пуссăр хырăма тăранмалла ĕçлем. Ч.П. Çавна тытса чуп-тусан, çамрăксене ят тивет (побранят). || Молва. БАБ. Ял çине ят карĕ, халăх çине хахать карĕ (из «такмак»; слух, молва). || Звание. Панклеи. Кăна илес мар, мĕн пуçлăх ятне илтес! Если этого не взять, то зачем и начальником называться! (Слова солдата. Сказка № 16.). Сир. 68. Тепĕр тус пур, тус ятне-кăна илсе тăрать. || Сословие. Хыпар № 13, 1906. Смоленск уясĕнче 32 çынтан — 18 дворян, 5 çын урăх ятран, 9 çын хура халăхран. || Для проформы. Ст. Чек. Çумăр ятне-кăна çăват. Только слава, что дождик (т. е. еле-еле накрапывает и т. п.). Хыпар № 42, 1906. Улпутсем вăл ĕçе панă укçана кĕсьене чикеççĕ. Ĕçĕн ятне анчах тăваççĕ. Календ. 1904. Хыт сухана пит кăйран тухаççĕ, иккĕмĕш хутне çавăнтах тăваççĕ, тата иккĕмĕш хутне ятне-кăна (анчах) тăваççĕ. Орау. Мур çĕвĕçи (этот чорт портной, этот негодный портной) сăхмана пăсса хăварчĕ. Майтансем (майданские) вăсем путлĕ çĕлеççĕ-и? ятне анчах туса çӳреççĕ вĕт! СТИК. Ятран-кăна тукаласа тунă. Сделано кое-как. . Ятран-кăна (ахальрен-кăна) шаккакаласа хунă. Кое-как сколочено. Иваново. Ачасĕм, эсир кунта вĕренсе тухрăр... Ячĕ-çеç ан пултăр; мĕн вĕреннине ан манăр, киле ан юлăр, епле-те-пуса ытти çĕре кайма тăрăшăр. Сред. Юм. Аптратнă мана текех: туса пар, тесе; ячĕ пȏлтăр, тесе, туса патăм. || Нарочитая цель, назначение. Иногда имеет оттенок послелога. Панклеи. Йăван хĕпĕртесе: килях, пичи, килях! тет. Ăсса тох-ха, арăм, пичи ячĕпе, тет.Макка 212. Леш укçине ачин ячĕпе каласа хураççĕ. Те деньги кладут в честь новорожденного. Аку 121°. Турăпа патша ячĕшĕн (ради или во славу). Шурăм-п. № 14. Мана та праçник ячĕпе (для праздника) ĕçтересшĕн. || Надельная душа. Ст. Ганьк. † Ял ялĕнче хĕр нумай, хĕр нумай та, ят сахал. Хамăр ялта хĕр сахал, пĕрне те мана памаççĕ. . † Хĕр сахал та, ят нумай, хăçан ӳссе çитĕç-ши? Изамб. Т. Ятран куланай пухаççĕ (по душам). О сохр. здор. 57. Пĕр ик-виç вĕлле пулсан, вĕсем (пчелы) пĕр ятăн çулталăк куланайне татмалăх ĕçлесе параççĕ. Макка 235°. Ялпа пĕрле çынсанчен ят тăрăх укçа илеççĕ те, çав укçапа вара пĕр тиха или лаша илеççĕ. Альш. Тырă пулманнипе, ят сахаллипе юхха ере пуçланă вăл (он). Бес. о земл. Кашни пусса анана уйăрса, ятăн (по душам) валеçе пуçланă. N. Ятран (с души) куланай тӳлесси. Нюш-к. Ятпа уйăр, ятпа уйăрнă. Истор. Куланая ун чух çын тăрăх (ятран) тӳлемен, çĕр хисепĕпе тӳленĕ. Н. Шинкус. Вăл ӳчӳкне пирĕн ялсем пĕр вăкăр, пĕр тына, виçĕ сурăх параççĕ. Ӳчӳк çывăхара пуçласан, çав выльăх-чĕрлĕхсене илмешкĕн, тата кĕрпеçăнăх илмешкĕн, ят тăрăх мĕн чулшар-та-пусан укçа пухаççĕ. (Аслă ӳчӳк). Истор. Вăл, вырăс çĕрне хăйĕн çыннисене ярса, тепĕр хут ят хисеплеттернĕ. || Надел (земли) на душу или на едока. Цив. Манăн ят çĕрне те аттесем ĕçлесе порăнаççĕ. Мой надел земли обрабатывают мои домашние. Орау. Эсĕ мĕлле (или: мĕн) тăвашшăн: ятна парас-и, ай анан памалла-и? — çавна шут тума киле кил. Как ты хочешь сделать: сдать ли твой душевой надел с условием, чтобы исполнялись все повинности (арендатором), или сдавать в аренду позагонно (на год)? Приезжай решить этот вопрос. N. Çак вырсарни-кун ятне парассине нимĕн те калаçмарĕç. В минувшее воскресенье относительно сдачи земли в аренду ничего не говорили. N. Эсĕ пĕр ятпала та пит пуян. Ты и с одним душевым наделом живешь богато. Юрк. Ана-çарансене ят çинчисене-кăна мар, тара та иле пуçлат. Не довольствуется надельными полевыми угодьями и лугами, а начинает и арендовать. . Миките Микулайĕ, ачисем ята кĕриччен (пока дети не получили надела), çапла пит тертленсе пурăнат. . Миките Микулайне йышлă çемьепе, пĕр ят çинчи ани-çаранĕсемпе-кăна (с одним душевым наделом) тăранса пурăнма пит йывăр пулнă. Шурăм-п. № 18. Виçĕм-çул, халăх çĕр уйăрнă чухне, ята кĕресшĕн хыпаланчĕç (спешили получить надел земли). Изамб. Т. Старик ячĕ тухсан, тепле пурăнăпăр вара. Если надел моего умершего мужа отберут в общество, то как мы будем жить? Альш. Пур унта хăшĕ-хăшĕ, унтан-кунтан ят пуçтарнисем: çирĕмшер-вăтăршар ятлă. . Утă Чăнлă улăхĕнче ят пайне пĕр виç купа тивет, теççĕ, Элшелсен, утă пулнă çулсенче. «Ят пайĕ утă» тиекенни, унти утă, чăн лайăх утă вăл. Ч.С. Ятлă çынсем кашни килĕрен ят тăрăх çăмартапа çăкăр пуçтарса çӳреççĕ. (Во время «хĕр-аки»). Чув. календ. 1910. Пирĕн хура халăх йышлăланнă-çемĕн йышлăланса пырать, çавăнпа ят çĕрĕ сахалланнă-çемĕн сахалланса пырать. || Подушное. Изванк. Темиçе ят пама пар. Увеличь число мужчин в семье. (Из моленья).

яшка çини

угощение девушки-гостьи. Сред. Юм. Хăна хĕрне яшка çиме чĕнес пȏлать. IЬ. Хăйсен ратнисем патне ларма пынă хĕре, хĕлле полсан, яшка çиме чĕнеççĕ (угостить). IЬ. Хăна хĕрĕсĕне, салтака кайнă ачасĕне ратнисĕм яшка çиме чĕнеççĕ (зовут в гости). || СТИК. Туйне, çĕнĕ-хăтине, таврăнипе туса пĕтерсен, çĕнĕ-çынпа упăшки çывах çынсем патне хăнана çӳреççĕ. Вăсем чĕнмесĕр пымаççĕ, питĕ хытă чĕнсен тин (пыраççĕ); çавна: яшка çиме илсе килес, теççĕ. Яшка çиме илсе килес, тесе, тата ларма хĕрне вăл ларма пынă çын ратнисем хăнана илсе çӳренине калаççĕ.

евит

(вит, йэвит'), заявление. Бугульм. † Чĕкĕнтĕр акрăм пахчана, евит пултăр сутнике; хура халăха йĕртнĕшĕн, çылăх пултăр тӳрене. Упа. Кушелте икĕ пин тенкĕ укçа пур-чĕ, тесе, евит тунă. Сделал заявление о том, что в сумке у него было 2000 руб. Сала 317°. Часрах старăстăна, кайса, евит турĕ (сделал заявленпе), тет. Пазух. † Арпус акрăм пахчана, евит пултăр патшана; вылярăмăр култăмăр, евит пултăр ваттине. Ст. Айб. † Арпус акрăм пахчана, евит пултăр патшана; вылярăмăр-култăмăр, евит пултăр халăха. Юрк. Пилет таврашĕ-мĕн пулсан, ăна ыйтса илсе, полицие евит тăваççĕ. Изамб. Т. Исампаль чăвашĕсем: тутарсемпе тавлашса çăвар тути ярас мар, тесе, тӳрех евит тума кантура кайнă. Сред. Юм. Салтакран тавăрансан, кайса, евит тăваççĕ. Сенг. Ӳретнике, кайса, евит тунă.

евĕр

(вэ̆р), образ, форма, вид, подобие. А. Турх. Çын евĕрне çухатрĕ. Потерял человеческий образ. N. Вăл хăйăрăн евĕрĕ те çук. Требн. 159,29. Анчах вăл санăн евĕрне илсе те, ăна усраймасăр, санăн сăмахна тытса тăман. N. Ку лаша манăн хамăн; сан лашу евĕрне килет пулĕ те çав (похожа), тĕнчере сахал-и-мĕн пĕр тĕслĕ лашасем? || М. П. Петр. Евĕр — порода. СПВВ. П.В. Евĕр — племя. || Подобно. Сам. 59. Хăй çавах та, выçă евĕр (как голодный, будто голодный): пĕтетпĕр пуль... кам тӳсет! Кан. 1928, № 149. Вăл Тимĕрç-касра патша евĕрех.

енчĕк

(jэнζэ̆к,—џ̌э̆к'), кисет; кошелек; кожаный кошелек для денег. Изамб. Т. Енчĕк ― кисет для денег или для табаку. Щ.С. Енчĕк — кожаный кошель для денег, вешался на пояс. IЬ. Ĕлĕк, турă çынсене укçа вайлеçнĕ (sic!) чухне, вырăссем укçа илме мих илсе кайнă, çавăнпа вĕсен укçа нăмай. Чăвашсем енчĕк анчах илсе кайнă. Енчĕк ăшне укçа сахал кĕнĕ, çавăнпа чăвашсенчен пĕр пуян çын та çук. Альш. Хĕрсен чĕрçитти кантрисем çумĕнче, пысăклăх çумĕнче, енчĕк (кисет) пулать. Вăл енчĕкне çавракарах тăваççĕ те, пиччĕн енĕшне темĕнле-темĕнле татăк-татăк улалатса çĕлеççĕ хăшĕ. Унта хăнасем панă укçисене яраççĕ. КС. Енчĕк — мешочек у женщин; в него кладут нитки, шнурки и пр. СПВВ. НН. Енчĕк — хĕр-арăмсен пилĕк-çыххи çумăнчи кĕсйи. Пшкрт. нџэ̆к, то же, что енчĕк. Ст. Шаймурз. † Авалхи те тенкĕ, кив тенкĕ, енчĕк тĕпне ярса пулмарĕ. Старинную серебряную монету не пришлось положить в кошелек. Сред. Юм. † Енчĕк тõлли окçи пõр, пĕтĕм пасара хăй пõхать. Шел. 31. Тарай тутри енчĕкĕ пурте пурçăн шерепи. Юрк. Старик, виçĕ çĕр тенкĕ укçине аллине илсе, укçа йнчĕкне чиксе хурат. Бел. Гора. † Саратав (= Саратту) енчĕк сар енчĕк; тулне пурçăн туртрăмăр, ăшне кĕмĕл хыврăмар. . Енчĕк — укçа хуракан сăран хутаç. Альш. † Пире укçа памасан (если не даст), шăши кастăр енчĕкне, арлан тулттăр укçине; пире укçа парсассăн, шăши юсĕ сыхлатăр. || Украшение (у женщ.). На грубом рисунке из Шибач. изображено так: [[Image:]]Сбоку приписано: «моркка». Сёт-к. Енчĕк — женск. украшение. Юрк. † Утса-чупса çырла пухат кунсем шăрăх вăхăтра; енчĕк çӳçи тытса йĕрет пит асăннă вăхăтра. || Scrotum. Шибач. || Вымя. Торп-к. Качаки вăрмана кайса килчĕ те, йорлать, тет: хир, хир вути татрăм, хир, хир орлă каçрăм; енчĕкĕм толи (= толли) сĕтĕм пор, муþ хоппи толи çăвăм пор, тесе йорлать, тет. Чураль-к. † Енчĕк тулли сĕтĕм пур, мăйăр хуппи тулли пылăм пур. (Юмах юрри). См. кача. || В одной песне встречается вм. ĕнчĕ. N. † Атăл варринче шур енчĕк (lege: ĕнчĕ); ăсса илес чĕ, ăсми çук.

ерт

понуд. ф. от ер. Собр. Ула-куракпа чакак тус пулĕç, хура-курака ертмĕç, теççĕ. Ворона с сорокой будут друзьями, но грача в свою компанию не возьмут. (Послов). Юрк. Таса мар алă-шăлли куçа чир анчах ертсе тăрат (заражает). Симб. Ваççук ятлă юлташ хăйсен кӳршинне кишĕр вăрлама ертсе карĕ (повел меня). О заступл. Тарçă вĕсене ертнĕ те, вăрмана илсе тухса кайнă (повел их). N. Вăл хăйпе пĕрле арăмне тата хăй хурăнташне ертрĕ те, кĕреçесем илсе, çарана кайрĕ. Сёт-к. Самай кĕтӳвĕ (= кĕтĕвĕ) тохса кайнă чохне, хамăр ĕнесене пырса ертсе ятăм (пустил в стадо). Орау. Пĕре мулча (мул'џ̌а) кĕрсе ертсе килнĕ-ччĕ (притащил), унтанпа пыйтă тавраш курман. Сиктер. Лаша хыççăн (за лошадью) тиха ертме парăсăн-ччĕ. (Моленье). Альш. Пĕр вырăспа ертсе ярать вĕсене. Сир. 169. Хăй вĕсене мачча çине ертсе улăхнă (проводила их на чердак). || Заставить бегать за собою (о животных и человеке). N. Вăкăр ĕне хыççăн чупать, пашпăртне валать (odoratur pudenda); пирĕн ĕне вăкăр ертнĕ (хăй хыççăн чуптарать). Орау. Пирĕн ĕне ертет нихак-ха, слав пух. IЬ. Ĕне ертни (со времени случки) пĕр-ик ĕрне пур нихак ĕнтĕ. Якейк. Çак хăтайăн хĕрĕ пор, ялта ертмен ача çок (в непристойном см.). Кан. 1927, № 234. Ĕне пĕтĕ е хĕсĕррине вăкăр ертни виçĕ эрне иртсен тин пĕлме пулать. IЬ. Вăкăр ертичченхин пек мар, лăпкă çӳреме пуçлать.

етес

(дэс), дужка. См. йĕтес. Сред. Юм. Чăххăн малти сейник (= сенĕк) пик уйăрлакан кăкăр шăммине етес тесе калаççĕ. IЬ. Алтанăн, чăххăн кăкăрĕнче сейник (= сенĕк) пик уйăрлса тăракан шăмă пор, çавна вара иккĕн ик юппинчен тытаççĕ те, хуçаççĕ; он какайне пăртаккăн-пăртаккăн уйăрса пор пӳртри çынсĕне те валеçсе тохаççĕ; кайран вара, эрехле уйăрнă полсан, шăпа тытаççĕ те, кăш чохне эреххине çавăнтах ĕçтереççĕ, хăш чохне тепĕр чохне хăй патне чĕнсе ĕçтереççĕ; аланман ачапа хĕр уйрать полсан, кĕпесĕм тĕрлесе памалла, тотăр илсе памалла уйраççĕ. Г. Т. Тимоф. Етес ĕçеç. Пирĕн чăвашăн, чăхă пуссан, етес уйăраççĕ пĕр-пĕринпе, ашне çинĕ чух. Уйăрнă çĕрте калаçаççĕ (условливаются) «улталамалла» та «улталамалла мар». Улталамалла калаçсан, кам улталаканнийĕн япала парасси каçать; кама улталанă, çав-кăна парать вара, кампа уйăрнă çавă. Улталамалла мар калаçсан, икĕ енчен те пĕрне-пĕри япала параççĕ. Калаçаççĕ унта пĕри кĕпе парса тепĕри пушмак илсе памалла та, е пĕри кĕпе тепĕри пысăк явлăк илсе памалла та, е тата урăх мĕнне те пулсан тумалла та, е тата икĕ енчен те пĕрер сăраковушкăшар эрех илсе ĕçтермелле те, ытларах та калаçаç: темĕскер, шăнкăрав çакса, лашапа пырса, илсе каймалла та. Тупаççĕ унта калаçакансем епле пулсан тума: сĕтел айне кĕрсе ларса, юрламалла, кĕпе киллипе туртмалла, пĕр-пĕрин патне ларма çӳремелле. Çавна калаççĕ вара пирĕн чăвашăн: «етес тус» теççĕ; «етес туспа ĕçмелле», теççĕ. Етесне уйăрнă чухне, етес çумĕнче ашĕ пулать унта; çав ашне — уйăрнă çĕрте кам пур — çавсене параççĕ пĕчĕкçĕн-пĕчĕкçĕн, валеçе-валеçе. Вĕсене вара етес тӳленĕ çĕре чĕнеççĕ ĕçкине ĕçме. Çав Пукравра-мĕнте ĕçеççĕ унăн ĕçкине. Етес çамрăксем уйăраççĕ ăна, ватăраххисем те сайрахутра уйăркалаççĕ те, анчах вĕсем сахал уйăраççĕ. Çамрăксен илемлĕ вăл етес уйăрни — чăнлани. Чĕнеççĕ хай етес тусне, етес юлташĕсене. Тытăнаççе ĕçме. Хăнасене ăсатсан, тытăнаççĕ вăл тавраша. Ĕçкĕ пулать вара вăл питех те аван: етесе хытă ĕçеççĕ ăна. Пуçтарăнать унта çамрăк-кăна: пыраççĕ уйăрнă çĕрте пулманнисем те, вĕсем те илсе каяççĕ вара пĕр-пĕрин патне. Хай тытăнаççĕ юрлама, тытăнаççĕ ташлама, купăсĕ те пулсассăн. — «Етес ĕçес» теççĕ вара çавна. Унта ватă таврашĕ пулмас та çамрăксем ĕçнĕ çĕрте: хăйсене ирĕк вара вĕсене. Çӳреççĕ çапла кунĕпе пĕр-пĕрин патĕнчен тепĕрин патне кĕре-кĕре. Ӳсĕрĕлеççĕ те вара хĕрсем, пичĕ-куçĕсем хĕп-хĕрлĕ хĕретне пек пулса каяççĕ. Тытăнаççĕ вара кулма, шӳт тума. Пĕр шӳтле вăл хĕри-пăраç ĕçки. Хăйсем ӳсĕрĕнчен хăйсем кулаççĕ вара вĕсем ун пек чухне. Вăл етес ĕçнĕ çĕре пыллă сăра таврашĕ те, тутлă сăрасем тăваççĕ вĕсем кăкшăмсемпе. Этемме çавă ӳсĕртет. Етес ватăраххисем те уйăраççĕ пĕр-пĕринпе. Вĕсем «эрех ĕçмелле» — мĕнле калаçаççĕ: пулуштухшар-и, штухшар-и. Пĕр-пĕрне вара лашапа тиесе çӳресе ĕçтереç. Унта пулать вĕсен те вăййи, кулли. Тупса килеççĕ купăççине те, калама çук «аван» ĕçеççĕ. Илметума кайнă çĕрте, тăрантас çинче, ялан та минтер таврашĕ вара хăйсен. Етес туртмасан, нимĕн те пулмас, туртсан — вилсен, етес шăммине уйăраççĕ тет». Çапла калаççĕ чăвашсем, етес уйăрасси çинчен. Уйăрсан вара, епле те пулсан чăнласшăн тăрăшать. Уйăрать те, чăнлать. Чăнланă çĕрте тата тепĕрисем уйăракансем пулаç. Вĕсем вара тата кăсене «етес ĕçкине чĕнеç. Тупăнса пырать вара çапла етес ĕçӳ».

йинке

то же, что инке. Альш. Йинке — тете арăмĕ, аттепе пĕр тăванăн арăмĕ, ытти пур хамăр ратнери манран аслисем; кукка арăмĕ. Аттепе пĕр тăванăн арăмне, асаттепе пĕр тăванăн арăмне, ассаннепе пĕр тăванăн арăмне, кукаçейпе е кукамайпа пĕр тăванăн арăмне те аслă йинке е пысăк йинке, теççĕ. IЬ. Йинке — пăяхам арăмĕ. Сред. Юм. Йинке — жена старшего брата мужа. Чăв. й. пур. 29. Çав Павăлăн хăнчен пĕр йинкĕш юлнă, вăл, тет, ăслă карчăк пулнă. К.-Кушки. Йинке тесе, упăшкинчен аслă, упăшкипе пĕр тăванăн арăмне калаççĕ. (Жена брата мужа, который старше мужа). IЬ. Йинке тесе, амăшпе пĕр тăванăн арăмне (куккăшин арăмне) калаççĕ, куккăш хăйĕнчен аслă пулсан. IЬ. Йинке тесе, кукашшĕпе пĕр тăванăн арăмне калаççĕ (жена брата дедушки по матери). IЬ. Йинке тесе, аслашшĕпе пĕр тăванăн арăмне калаççĕ (жена брата дедушки по отце). IЬ. Йинке тесе, упăшкипе пĕр тăванăн арăмне, вăл (арăмĕ) хăйĕнчен кĕçĕн пулсан та, калаççĕ, анчах упăшки тăванĕ хăйĕнчен аслă пулмалла (жена брата мужа, если даже она и моложе говорящей, но если брат мужа старше мужа). Юрк. † Эпир туя каймасан, йинке илсе килмесен, курмассерен куçран сур, пĕр иккĕ-виççĕ кутран тап. К.-Кушки. Йинке тесе, хăйĕнчен аслă, хăйпе пĕр тăванăн арăмне калаççĕ (жена брата, который старше говорящего). Йинке тесе, ашшĕпе пĕр тăван тетĕшĕн арăмне калаççĕ (жена старшего брата отца). . Йинке тесе, амăшпе пĕр тăванăн ачин арăмне, вăл ачи хăйĕнчен аслă пулсан калаççĕ (жена двоюродного брата по матери, который старше говорящего). . Йинке тесе, ашшĕпе пĕр тăванăн ачин арăмне, вăл ачи хăйĕнчен аслă пулсан, калаççĕ (жена двоюродного брата по отце, который старше говорящего). IЬ. Йинке тесе, кӳрши е хирĕççин арăмне калаççĕ, вăл хăйĕнчен аслăрах пулсан (жена соседа или живущего напротив по другому порядку той же улицы, если та старше говорящего) IЬ. Йинке тесе, ялти хĕр-арăма (кирек кама та) унпа калаçна чухне, ăна сума-суса калаççĕ (хĕр-арăмĕ аслăрах пулсан). Назв. всякой женщины в селе, из уважения, если она старше (обращающегося к ней). . Йинке, тесе кирек хăш хĕр-арăма та, кирек ăçта пулсан та, унтан мĕн-те-пулсан ытмалла пулсан, калаççĕ; вăл хĕр-арăм хăйĕнчен аслăрах пулсан (обращаются ко всякой женщине, где бы то ни было, если она кажется старше обращающегося). || Молодая женщина (как по-русски тетка, тетенька). Юрк. † Чипер йинкесем хыççăн çӳре-çӳре (ухаживая) пĕр кĕсье сарă ылттăна пĕтертĕм.

юл

йол, (jул, jол), оставаться. К.-Кушки. Михĕ хваттире юлнă. О сохр. здор. 57. Тата ĕнтĕ пирĕн вĕлле хурчĕ пылĕ çинчен пĕлесси анчах юлчĕ. N. Юлнă ĕçе юр пусат. (Послов.) N. Никам та килмесĕр юлма пултараймасть. Каждый обязан явиться. Регули 243. Эп киле йолнине вăл корчĕ. Он видел, как я остался дома. Истор. Пĕр çын юлмиччен шыв хĕррине кашни тĕне кĕме анччăр. Качал. Йăван тухнă чухне сылтăм енчи пичкинчен ĕçрĕ, тит; вăйĕ ĕлĕкхи паках юлчĕ, тит (у него вернулась прежняя сила). Шинар-Бось. Пĕр карттус çырларан пĕр çырласăр юлтăм. Чинер. Эсĕ килтен тухнă чух, Микула сывă юлчĕ-и? Альш. † Пирĕн пек айвансенчен мĕн юлать? Мĕн выляни-кулни, çав юлать. Г. Т. Тимоф. Çăкăр юлмиех çитрĕмĕр. Дожили до того, что остались без хлеба. М. Сунчел. Çăмăр учукне хыт-çухана тухасси пĕр эрне юлсан тăваççĕ (за неделю до пара). СЧЧ. Уншăн вăсен чӳк туман çĕр (место) юлмарĕ пулĕ; юмăçа кайман ял юлмарĕ пулĕ (ради больного всех йомзей обегали). Хĕрлĕ Урал 1921, № 10. Çурчĕсем пĕр юпа та юлмиччен çунса пĕтрĕç. Дома сгорели до тла. Чăв. й. пур. 29. Ачисем хăнчен çамрăк юлнă. Дети остались после него малыми. Бюрг. † Пире илес тиекен кăçалхи çул ан кĕттĕр, килес çула ан юлтăр (пусть не останется до будущего года). Сёт-к. † Сакăр така пусакан... сакăр сар хĕр пăхакан инке-арăмпа йолакан. Ст. Айб. † Савса сарă хĕр шыракан инке-арăмсăр юлакан. Кто ищет себе в жены красавицу, не получит и вдовы (см. инке-арăм). Ч.С. Вĕсем мун-кун иртсенех, çимĕк çавăн чул эрне юлчĕ, çавăн чул кун юлчĕ, тесе, калаçкалах тăраççĕ. || Отставать. Ст. Шаймурз. Пирĕн шухăш улат каялла. Изамб. Т. Ман лаша чилаях юлнă иккен. Янтик. Ача урапа хыçĕнчен чупса пыраччĕ: эп те пырап! тесе; хай ашшĕ ал-чăмăркки кăтартрĕ те, ача тăра юлчĕ (отстал). N. † Йăваш хĕр юрланă чух, пуян çынсенĕн ывăлĕсем юлни çук. Çутталла 71. Çуна хыççăн пĕр утăм юлми сиксе пырать (не отставая ни на шаг). Завражн. Манран пĕр виç аршăн йолса (или: кайра) отса пычĕ (шёл). Юрк. Суха сухаланă, утă çулнă, авăн çапнă, вăрман каснă, пур ĕçе те ĕçленĕ — арçынсенчен пĕртте юлман. Шигали. Чупсан-чупсан, пирĕн Петĕр ятлă юлташ, ырса, юла пуçларĕ. N. Ĕçрен полсан, эпех мар, ман шăлăм (sic!) та мантан нумай йолмасть. НТЧ. Элеккан килĕнчи ĕçĕ те хăйĕнчен кăçта юлнă, çавăнтах тăрат, тет (в том положении, в котором он их оставил); арăме ни ĕçлеме, ни юмăçа кайма аптăранă, тет. К.-Кушки. Ĕçрен юла пуçларăм. Я стал отставать от работы. Юрк. Хăй ватă пулсан та, ĕçрен юласшăн мар (работает). || Уйти под снег. N. Калчи ытла вăйлă йолмарĕ. || Быть ограничену. Альш. Çапла пирĕн тăхăр ял çĕр вăл вĕçĕнче Сĕвене-кăна юлать; Сĕве урлă каçаймас. || Не попадать куда. Çĕнтерчĕ 32. Пĕр-маях Кеорки салтакран юлса пымалла пултăр. || Прекратиться. Толст. Санпа туслă пуласси кунтан юлтăр ĕнтĕ (прекращаю дружбу с тобою). || В отриц. ф. ― потерять способность к отправлению естественных функций (вследствие утомительной работы, гов. о частях тела). К.-Кушки. Сӳс тĕве-тĕве аллăмсем юлмарĕç (навихал руки). Алик. † Хура турă лашине хура шыва ӳкертĕмĕр; пичи (ятне калаççĕ) кăмăлне, шăннам-ша(к)кăм юлмарĕ, урам-алăм (sic!) юлмарĕ. Шибач. † Тĕрне (= тăрна) çимен пăрçине пире коккăль туса парчĕç, шăлăм-çăварăм йолмарĕ. Курм. † Тем хамăра полас пак (невеста), çĕрне-конне пĕлмерĕмĕр, пилĕк-çорăм йолмарĕ. || Избежать. N. † Çакă патша саккунĕнчен ниепле юлмалла мар. (Солд. п.). Чăв. й. пур. 18. Вара эсĕ ку ăлавран пĕтĕмпех те юлăтăн. || Перестать рожать. Ст. Чек. Ачаран юлать. Перестает рожать детей. . Хĕр-арăм хуйхă пусмăрланипе çамрăкларах ачаран юлат. || Остаться в живых. К.-Кушки. Вунулттăран пĕри те юлмарĕç. || О зачатии. Ст. Чек. Юлнă. Произошло зачатие. [Срв. КС. Арăмĕ, ăшне (хырăмне) ача хăварсан, упăшкине пăрахрĕ, тет]. IЬ. Манăн санран ача, юлчĕ. Я от тебя забеременела. || Пропускать. Суждение. Эрнипе ĕçкĕ пулас пулсан, эрнипе те ĕçкĕрен юлас çук (они). Н. Шинкус. Ĕçкĕ-çикĕ ĕççе çинĕ çĕртен те юлманскер, курнат, ку (кажется, не оставляет без посещения). С. Никçан пĕр кĕлĕрен те юлман вăл. С.П. Кĕлле каясран нихăçан та юлман. Шибач. † Лаша начар илес терĕм ― хак (чит. хак) йӳнĕ; хак (хак) йӳнĕшĕн тăрмастăм-ччĕ, соха пенчен (=панчен) йолас çок. || В кач. вспомог. гл. См. «Оп. иссл. чув. синт. II, 46. Виçĕ пус. нум. пус. мĕнле куç. 14. Çапла пирĕн çĕр начарланса юлнă. М. Сунчел. † Аçу-анӳ пур çинче выляс вăййăна выляса юл. Хурамал. Кăларсассăнах, çук пулса юлчĕ, тет пери (чорт). Сир. Ноеммин çапла икĕ ывăлĕнчен те упăшкинчен те тăрса юлнă (лишилась). Ч.С. Çапла вара вĕсем пĕр ĕнесĕр пĕр лашасăр тăрса юлчĕç (остались без лошади и коровы). Ч.П. Вĕренсе юл, тăван, çак юрра. Юрк. Тутарсем çапла пĕри те пĕри виле пуçласан, пĕтĕм ялĕпе хăраса юлаççĕ (можно и: ӳкеççĕ). N. Эпĕ матякне вучаха хутăм: пут! терĕ, пат! терĕ, Патĕр-ялне кĕрех кайрĕ, хура йытти вĕрех юлчĕ, выртан каска йăванах юлчĕ (перевернулась). Синьял. Кайăкне тимерĕ (не попало в птицу) тет те, тĕкĕ вĕçсе юлчĕ, тет. N. Вăл хутсем сире кирлĕ пулсан, илсе юлăр; кирлĕ пулмасан, каялла парса ярăр. Скотолеч. 33. Кĕсенĕ хăпăнса ӳксен (отстанет) унăн вырăнĕ хĕрелсе юлать. Орау. Паянхи кун юлашкинчен эреке ĕççе юлмалла; ӳлĕмрен эреке ĕçмелле мар закон тухнă, ырантан вара никам та эреке ĕçме юрамаçть. Янтик. Çапла кăлăх калаçаччĕç; унтан лешĕ кăне (= кăна?) çапла каларĕ те, ку тăра юлчĕ, ним калама та аптăрарĕ. Ч.С. Эпĕ ун сăмахне итлемерĕм, пĕчченех тăрса юлтăм. НТЧ. Юмăç вунçичĕ пус укçана илсе юлать. Леш (тот) киле тавăрăнать. Альш. Халĕ ĕнтĕ вăл кӳлĕ ăшăкланса юлнă (обмелело). Хыпар № 42, 1906. Ури айĕнчен тенкеле урипе тĕртсе янă та, Васильев çакăнса юлнă. N. Пĕри апат пĕçерсе юлнă (остался варить обед). М. Яуш. Вара ухмах касса юлчĕ, тет те (остался рубить лес), пичĕшĕсем хăйсен лутки çине ларчĕçĕ, тет. С.-Устье. Вара пысăк вырăс пĕчĕк вырăса как çапрĕ, тет те, пĕчĕк вырăс кăшт пĕшкĕнсе юлчĕ, тет. Хыпар № 29, 1906. Кӳршĕ вара хăй ĕненнĕ пекех ĕненсе юлчĕ (поверил). || В некоторых чувашизмах. Юрк. Ашшĕ шухăша юлат. Отец задумался (о нужде своей). Ст. Шаймурз. † Çак тăвансем патне килсессĕн, юлнă кăмăлсем тупăнчĕç. О заступл. Эсĕ малашне пĕр ырăлăхран та юлмăн, тенĕ. Альш. † Лайăхах та килсе, сыв таврăнсан, тăшманĕсем юлĕç шухăша. N. Вилесрен-кăна юлсаттăм. Я чуть не умер («остался от смерти»). Чураль-к. Сăмахран полсан, эп çын айне йолаканни мар вара. Я на словах другому не уступлю. Ч.П. Шур укçу çине ан пăх, аппа, сăнă юлĕ ун çине. Макка 179. Малтанах куç чĕлхипе, ăншăрт чĕлхипе юлмасть. К.-Кушки. Эп унпа чисти алăсăр юлтăм (все руки отмотал).

юлташ

(jулдаш), товарищ, компаньон, сверстник. М. П. Петр. Юлташ — товарищ; сотрудник; спутник. Н. Ч. Çул çӳрекен çынсемпе юлташа пырать. СЧЧ. Мирон пичче вара хăйне юлташа Иван пиччене илчĕçĕ те, тухса кайрĕçĕ. Сир. Мидия çĕрне Рага хулине мана юлташа пыраймăн-ши эсĕ? (не пойдешь ли со мною?) N. Ак сана пĕр курка, ăна юлташ тепĕр курка илсе кил. || Жена, подруга жизни. Ч. П. Хĕрлĕ улма тени маттур хĕр, ӳссен, юрамĕ-ши юлташа? Золотн. Йолташ — жена. Тимер. † Ай-уй савнă тусăм, хура куçăм, пăха пĕлсен, юлташ пулмĕ-ши? Юрк. Этем çапла каласан, турă та хăй йăнăшне сиссе, кăна валли юлташа (в товарищи) нимĕнрен тума аптăраса, пур тунă япаласенчен юлнă юлашки япаласене пуçтарса, вĕсенчен тата тепĕр çын, хĕр-арăм, тума тытăнат. || Муж. Собр. 372°. Урайне кана-кана шăлсан, юлташĕ кана-кана хĕнет, тет. Если мести пол с отдыхом, то, говорят, муж будет бить с отдыхом. Сорм.-Вар. † Атя киле (юлташĕ ятне), ача-пăча пӳрт тулли.

юмарт

(jумарт), простой, простодушный (человек). Ильк. || Радушный. СПВВ. ЕС. Юмарт — хăй патне çын килсен, ăшă кăмăлпа пăхат. Хăйĕн ĕçме-çиме пулмасан, çынран кивçенлешсе е сутăн илсе, ĕçтерсе-çитерсе ярат. || Личн. имя мужч. (Кив-Ӳселĕнче).

юмăç-карчăк

юмăç карчăкĕ, (-ы̆к), старуха йомзя. КС. Юмăç карчăк (вин. п. юмăç карчăка). М. Васильев. Мулларан урăх (кроме жрецов) кĕлĕ йĕркисене пĕлекен юмăç карчăксем пулнă. Вĕсем, çын чирлесен, чӳксем тунă, арçӳрисене çăкăр тураса пăрахнă, тухса, киреметсене, йăрăхсене сулнă. Вĕсем уншĕн укçа е пĕр-пĕр япала илнĕ. Ч.С. Юмăç карчăк юмăç пăхрĕ, тет те: акă кăна хума юрать, ку ята хурсан, сирĕн ачăр телейлĕ пулмалла, тенĕ. IЬ. Хай анне Натаси(?) ятлă юмăç карчăк патне кайрĕ. Анчах Натаси карчăк йӳмăçне пăхса яман, мĕншĕн тесен ун чухне чăхăсем кашта çине ларнă. Орау. Юмăç карчăк пек хампа хам калаçап. Разговариваю сам с собою, точно ёмзя. Собр. 233. Пĕр-пĕр çын халсăр выртсассăн, часрах е арăмĕ, е амăшĕ, е аппăшĕ юмăç карчăкĕ патне чупса каять. Вăл пырсассăн, вара юмăç карчăкĕ, хăйĕн пĕр тӳмме пек юмăç пăхмаллине енчĕкĕнчен туртса кăларать те, тути патне еççе, тута тавра çавăркаласа, çав киремет тытман-и? ку киремет тытман-и? тесе, тӳммине ярать те, çиппе сулкалама тытăнать. Тӳмми сулкалансан: çав киремет тытнă, теççĕ; тӳмми сулкаланмасан, урăх киремет тытнă, теççĕ. Вара тата пăхма тытăнаççĕ. Çапла вара юмăç пăхтарма пыракана суйса яраççĕ. Юмăç пăхтарса килсессĕн, киремете пăтăпа, юсманна чӳклеççĕ. Шăмат-кун пасара пĕр-икĕ пăт ыраш е сĕлĕ нухрат илме парса яраççĕ. Килте вăл вăхăтра тайăн сăра тăваççĕ. Тайăн сăра тусассăн, пасартан нухрат исе килеççĕ те, пăтăпала, юсманпала киремете чӳклеççĕ; чӳкленĕ чухне юсманне пĕртак (с «ĕ») чĕпĕтсе илеççĕ те, нухратпа пĕрле уя, ăçта киремет пур, çав вырăна пăрахаççĕ. Вырсарни-кун çитсессĕн, ир ирех, киремет сăрине, ĕстел çине çăкăр хурса, чӳклеççĕ те, пĕрне часавай патне, турра çурта лартма яраççĕ. Часавай патне çитсе, кулач исе, чӳклесен, пĕр татăк киремете: çытăр, тесе, пăрахаççĕ. Çав пăрахнă кулача пĕр-пĕр ула-курак е çăхан çысассăн: киремет çиленет, теççĕ. Кайран тата халсăр выртсассăн, тата турлетеççĕ. Ч.С. Çапла чирлесессĕн, анне ун патне ăна пăхтарма пĕр юмăç карчăкне илсе килчĕ. Изванк. Пĕр юмăç карчăкĕ ват чăха мăйĕнчен тытса: эсĕ урăх чун ан шыра, мĕн панине ил; эпир сана асăнăпăр, эсĕ пире ан асăн; мĕн тăвас, ним тума та çук; сана эпир ирĕксĕр вĕлермен, турă çапла тунă, эпир хамăр та ĕмĕрех пурнас çук, вилмелле, тесе, чăха пуса пăрахса, утса ячĕ (Поминки).

юмăç пăх

гадать. КС. Ст. Яха-к. Мĕн пыраканĕ пурте пирвай, инкен аллине тытса, юмăç пăхаççĕ. Вĕсем, хĕвĕнен çăкăр хыттине туртса кăларса, йĕп тăрне тăрăнтараççĕ, тата чĕрçине пĕр хуран ывăсси хураççĕ. Вĕсем, çав çăкăр хыттине йĕп тăрăнче суллантариччен, çăкăр хыттине тута таврала, тем каласа, çавăраççĕ. Кирек хăш юмăç та, эпĕ курнисем, çăкăр хыттине йĕп тăрăнче суллантарнă чухне, калаççĕ: çак кине Сурăм киремеч тытнă пулсан, çăкăрпа йĕп пĕç тăрăх суллан; унтан мар пулсан, урлă та пирлĕ суллан, теççĕ. Суллансан-суллансан, çăкăр хытти тапах чарăнмасан: çук, кунтан мар-ха, теççĕ. Микушк. Юмăçă юмăç пăхать. Вăл çăкăр татăкне йĕппе тăхăнтарать те, сулласа ларать. Чирлĕ çын ун патĕнче пăхса ларать. Вăл вара, пăхсассăн: чирлĕ çынна çав тӳрĕ (дух) лекмен-и? тесе, ыйтать. — Çав тӳрĕ лекнĕ пусан (= пулсан), яр кай, тет. Яр каймасан, тата сулласа ларать Тепĕр тӳрĕ лекмен-и? тет. Вăл тӳрĕ лекнĕ пусан, яр кай, тет. Мĕн ыйтать? тесе, сулласа ларать. — Çунатлă ыйтать-и? пăтă-юсман ыйтать-и? тет. Пăтă-юсманнах юрать, тет. Тăрсан-тăрсан: юрамасть, тет. Тата шалалла каять пулĕ-ха вăл: вăкăр-тына ыйтмасть-ши вăл? тет. Сулласан-сулласан, тупать вара мĕн пусмаллине. Вара вăл мĕн хушнă, çавна пусаççĕ. Пуснă чухне, урине, пуçне çăвать те, урайне ярать. — Силленет-и? тесе, кĕтсе тăрать. Силленсен, пусса çияççĕ; силленмесен, ăна ярса, тепрĕне (= тепĕрине) тытаççĕ. Вăл силленсен: килĕшрĕ, тесе, пусса, çияççĕ. Юмăçă хушсан, лашана хĕрхенмеççĕ, пусаççĕ. Хăйин(хăйĕн) çук пусан, сутăн та пулин илсе пусаççĕ.

юнăх

йонăх, злиться, сердиться, таить злобу; зариться; подстерегать. Питушк. Çынна тарăхтарсассăн, йонăхса порăнать (питает злобу и хочет отомстить). Орау. Ялĕ-йышĕ юнăхса, улах вырăн шыраса, хыт хĕнесшĕн ушăнса, май килнине кĕтеççĕ. Магн. М. 24. Йонăх, сердиться. КС. Мана ваташшăн нумайччен юнăхса çӳрерĕ (подстерегал). Чертаг. Йонăхса тăрать, грозится. Сред. Юм. Паян такçантанпах юнăхса ларать пȏлас та, никам та чĕнекен çук пȏлас. || Тюрл. Нумайранпа йонăхать о манне илешшĕн (точит зубы на мое имущество, на мои вещи). Хурамал. Çын япалана ыйта-ыйта аптратсан: юнăхрăн иккен çавăн çине, теççĕ. Пĕр япалана çиме хушмасан, тепри ăна, пыра-пыра, ялан çисен, калаççĕ: юнăхрăн иккен çавăн çине, тесе. СПВВ. МА. Веç çав чăхăт çиешшĕн юнăхса ларат, теççĕ (т. е., по объяснению одного челов. из Сред. Юм., ему хочется поесть, но ему не дают). || Кровожадничать? || Запечься (о кровоподтеке). Чертаг. Йонахса тăрать = хĕрелсе тăрать (кровоподтек). Хорачка. Патакпа çапрăм, онта йон илсе, вот йонăхса ларса. Шибач. Алă йонăхса ларчĕ (о синяке после удара).

юнлă вар-витти

кровавый понос. Орау. О сохр. здор. Юнлă вар-витти ерсен, çын юнлă чĕкĕрет. Сала 230. Юнлă вар-витти илсе кайтăрах сана! (Брань). Сборн. по мед. Юнлă вар-витти çинчен пурте илтнĕ пулĕ. Якейк. Йонлă вар-витти ерсен, ача уçăлакан мар вара.

юн çăмахĕ

назв. кушанья (лепешка с кровью). Н. И. Полорус. Юн çăмахĕ; пысăк вильăх пуссан, юнне илсе, юн çинче çăмах çăраççĕ (çуртрирен çăраççĕ). Ĕлĕк тунă. Ĕлĕк чăвашсем пурте çавна тунă пулмалла. Воскреççенски вулăсран куççа кайнă Çĕпĕрти чăвашсем халь те тăваççĕ. ЙОН. Çакă Урташ (назв. дер.) хĕрĕсем юман (?) касаççĕ, юн кăлараççĕ, юнсăр çăмах çимаççĕ. Могонин. Тата авалхи çынсем выльăх пуснă та, юнне, пĕр тăкмасăр, тиркĕ ăшне илсе, юн çăмахĕ пĕçернĕ; юнпа чуста çăрса, юсман пĕçернĕ. Каша. † Юн çăмахĕ йӳçĕхнĕ, пире çиме май ӳкрĕ.

юнăш

(jуны̆ш), ошибаться. См. йăнăш. НЧ. Юнăшса, ошибаясь. Задонский. Пурте пĕр çулпа юнăшса кайнă. || Ошибка; ошибочно, неверно. Юрк. Изамб. Т. Юнăш, ошибка. . Юнăш тусан, вăрçаççĕ. Если неверно скажешь, то ругаются. Сала 92. † Сарă хĕрсем чĕнтерсем çыхаççĕ: сарă хĕрсен чентерĕ, ай, юнăш пур! Канон. Çак кунччен, çак сехетчен тунă çылăхăмсене, юнăшпа çылăха кĕнисене пурне те çĕтер, каçар, пăрах, пĕтер. НЧ. Юнăшпа вĕлермелле сут тунă çын. Юрк. † Хĕрсем хĕрлĕ улача тĕртеççĕ, улачисем çинче юнăш пур. IЬ. Те пĕри-пĕри юнăшпа, хăй япали вырăнне илсе тухса карĕ?... || Не тот, который нужен. Альш. Унтан пуяна калат: пуян, ку сан юнăш хĕр, мана урăххине кăтарт, тенĕ. || Неправильно. О христиан. любви. Ĕçне юнăш тусан, уншăн ашшĕ умĕнче ӳкĕнет. П.П.Т. Хулла юнăш илсессĕн (если вынет неправильно, не свой), çав çынна çурăм çине минтер е кĕççе хураççĕ те, малтан пуçлăхĕ хулăпа çапат, ун хыçĕнчен ачасем пурте хуллисемпе вишшер (= виçшер) çапаççĕ. (Сĕрен).

юпа

йопа, (jуба, jоба) столб. СТИК. Çак юпана вайкăнтар-ха. Свали-ка этот столб. Изамб. Т. Йăлт çунса кайнă, юпи те юлман. Каша. † Ылттăн юпа пулăттăм, вăйă варринчен тухмăттăм. Чув. прим. о пог. 48. Хĕвел юпа пек тухсан, çăмăр пулать (хĕлле сивĕ). Если солнце восходит столбом, будет дождь (зимою – мороз). Персирл. Тĕлекрам(-грам) йопи, тĕлеххон йопи. Пазух. Вăрман хĕрри юманлăх, çинчен икел суйлар-и те, тĕпне юпа тăвар-и? N. Вăл (моя невеста) вилсен, каллех шăннă юпа пек тăрса юлтăм. Юрк. Хапхаран кĕрсен (по возвращении с кладбища), урапа çинчен ансан, хапха хыçĕнчи юпа йĕри-тавра виçĕ хут çаврăнаççĕ. Сред. Юм. Чохăн çол çинчи правăка юпаран юпана (от столба к столбу) лектерсе пыраççĕ. || Столб, изображающий собою покойника. См. К. Прокоп., Похороны и поминки у чув. Макка 231. Чăн пирвай вĕсем юпа касма каяççĕ. Вил. йăл. Выльăх пуснă вăхăтрах юпа тума тытăнаççĕ. Юпине хырăран тăваççĕ. Авалхи чăвашсем чултан, тăваткал касса, тунă. Халĕ те хăшĕ чултан тăваççĕ. Чулне, хуларан илсе килçе, малтанах хатĕрлесе хураççĕ. Юпине çын евĕрлĕ тăваççĕ: сăмсине тăваççĕ, çăварне. Юпине непременно кутăн тăваççĕ. Макка 191. Унтан, масар çине çитсен, юпине лартсассăн, ун çине пĕр укçа çапса кӳртеççĕ, унтан тата ун çине пĕр çурта çутса лартаççĕ. Çав çапса кӳртнĕ укçине: кун çути пулать; çав укçа çуттипе вилнĕ çын леш тĕнчере çӳрет, теççĕ. Вил. йăл. Юпа çинче лармалли каç. N. Юпа çинче ларнă чух никама та йĕме хушмаççĕ. Тăванĕсем йĕнине курсан, вилнĕ çын та йĕрет, тет. Макка 212 и 215°. Унтан вара каçпа юпине хускатаççĕ; юпа хускатнă чухне купăс каласçĕ, юрлаççĕ, макăракан та пур, пурте пур. Унта тата ташлаççĕ, ташлакан çынни витрене укçа ярать, вăл укçи мĕн чӳлĕ пухăнать, пурте купăççа пулать. Çапла юпине те иртерсе яраççĕ. . 190°. Юпа, тесе, ак мĕне калаççĕ: йăвăçран этем манирлĕ тăваççĕ те, ăна вăрмантан вара исе килеççĕ; çавна, масар çине кайсан, лартса хăвараççĕ. || Поминки. Чхĕйп. Авал вилнĕ çына (sic!) юпа акă мĕле (sic!) тунă: вăлсам уна улт эрнерен тума пĕлмен, çимĕкре тунă, кĕркуне (sic!) тунă, тата çăварнира тунă. Ст. Чек. Юпи иртсен, ултă кунтан, ăрăтнипеле пухăнса, каçалапа хутăштараççĕ, пурне те ĕлĕк вилекен çынсене те пĕрле, çурта çутса, хутăштараççĕ. (На осенних поминках). Макка 190. Унтан вара, юпине çитиччен, кашни-эрне каç хываççĕ. . 192°. Унтан вара çутăлас еннеле (sic!) юпа иртерме каяççĕ. . 214°. Çулталăк иртсен, унăн юпине тăваççĕ. N. Унтан тата тăххăрĕмĕш, çирĕмĕш, хĕрĕхмĕш кунне. Татах çав кунсенче юпа тăваççĕ С. Йопи çинче пусни (на поминках). Беседы на м. г. Çын вилсен-тусан, пумилккине (юпине) чăвашла ирттерсе, вилнĕ çын чунне хуйхăрмалла тăваççĕ: пумилккере, купăс-кĕсле е шăпăр, сăрнай-мĕн каласа, ташлаççĕ, сикеççĕ; юрлаççĕ-кулаççĕ, шăнкравсем çакса, купăспа, сăрапа масар çине лашапа кайса, йĕркерен тухаççĕ: вут чĕртсе, ташласа, юрласа, ашкăнаççĕ; сăра чĕрессисене, куркисене, çапа-çапа çĕмĕрсе, масар çине пăрахса хăварса тавăрăнаççĕ. М. Сунчел. Çиччĕшне туса иртерсессĕн, хĕрĕх кун иртсен, хĕрĕх пĕрмĕш кун каçхине, асăнса, юпа тăваççĕ. Каçпала юпа тума выльăхсем пусса, çимĕççем пĕçерсе хураççĕ; пуянтараххи прик (= пĕр-ик) витре эрех илсе, хатĕрлесе хураççĕ. Пурне те хатĕрлесе пĕтерсен, вăрмана юпа касма каяççĕ. Малтан унта кайма сăрасем, эрехсем, хывма куймаксем хатĕрлесе хураççĕ. Пурне те хатĕрлесе пĕтерсен, лаша кӳлсе, шăнкрав çакаççĕ те, вăрмана юпа касма каяççĕ. Вĕсен хыçĕнчен пĕри юналутпа купăс каласа пырат. Вĕсем унта кайнă чухне çапла юрласа каяççĕ:\nХура пĕлĕт юха-çке,\nПирĕн ĕмĕр ирте-çке;\nХура пĕлĕт юхнă чух,\nХăçан çăмăр çуманни пур?\nПĕр вилнĕ çын юпа тунипе\nХăçан чĕрĕлни пур?\nВĕсем тата нуммай юрлаççĕ, анчах эпĕ пурне те пĕлместĕп. Вăсем, вăрмана çитсен, лашисене тăвараççĕ, вара вут чĕртсе яраççĕ те, вут кутне куймаксене, сăрисене, эрехсене вут кутне лартаççĕ. Вара, пĕр çăка касса илсе, пĕр вĕçне шӳретсе, çĕре çапса лартаççĕ, пĕр пуçне икĕ пуслăх укçа çурса хураççĕ. Тата: вилнĕ çынна çиме, тесе, тенкелсем, сĕтелсем, кĕперсем тăва-тăва хураççĕ. Вучĕ йĕри-тавра юрласа, купăс каласа, ташласа çаврăнаççĕ. Виçĕ хут вут йĕри-тавра ташласа, юрласа çаврăнсан, хываççĕ те, киле таврăнаççĕ. Киле таврăнсанах, сасă кăлармасăр ĕçме-çиме пуçламаççĕ. Пирвой виççĕн е тăваттăн, шыв хĕрне кайса, пĕшкĕнсе лараççĕ те, çапла каласа юрлаççĕ:\nХура чĕкеç чĕкĕлтетсе килет,\nПирĕн (вил. ят.) килет вăхăчĕпе.\nÇула пулмасăр нихçан та чĕкеç килмест,\nВăхăт çитмесĕр никам та вилмест. \nСасă кăларса килсен, пӳртрисем: ăçта кайрăр? тесе, ытаççĕ. Сасă кăларакансем калаççĕ: (вилнĕ çын ятне) чĕнме кайрăмăр, теççĕ. Çапла калаççан-тусан, юпана пуçласа яраççĕ. Вара çĕрĕпех ташласа юрласа ирттереççĕ. Çутăлсан, шыв хĕрне кайса, хывса килеççĕ; унта илсе кайнă савăтсене пĕрне те каялла илсе килмеççĕ, çавăлтех салатса хăвараççĕ. Чăвашсем юпана çапла ирттерсе яраççĕ вара. . Çав çын вăл каç çавсен юпине ирттерет иккен. Он делал в тот вечер по них поминки. . Пăртак хыврĕç те, юпа халăхсем Раман пичче патне кĕрсе кайрĕç. Шел. 22. Юр юрласа, ташласа, тăваччĕçĕ юпасем. В. Олг. Ашшĕ каласа хăварса улне: мана, тет, йопа çине лаша парăр, тет. Изванк. Аннене пытарса килсен, тепĕр кунчех каçхине (пумилккине) юпине иртерчĕç. Ун чух иртермен пулсан, ĕç пĕтмесĕр те иртерес мар тет-чĕç; тата унччен тиркесси, терĕç. Çын вилсен, юпине иртермесĕр ни кĕпе-йĕм, ни тăла тавраш çумаççĕ, ни кăмака шăлмаççĕ. Ват çын вилсен, кирек хăçан та майлă пулсан, тиркемесĕр хăвармаççĕ. Ача-пăча вилсен, аплах тиркемеççĕ, çинчех юпине иртереççĕ. Пирĕн патри çынсем, ват çын вилсен, вăл çамăрăк (sic!) мар, çавăнпа тиркес пулат, теççĕ. Çапла тиркенине вăсем вилнĕ çынна хĕсепленĕ (= хисепленĕ) вырăнне хураççĕ. Чертаг. Йȏпа — поминки (улт эрнерен). || Брань. Хорачка. Изамб. Т. Мĕн юпа пек тăратăн? Что ты стоишь как столб? (То же выраж. и у КС.). || Кол. В. Олг. Тораево. Тата амăшĕ икерчĕ пĕçерчĕ, тет те, карта юписем çине тире-тире çӳрерĕ, тет. Пшкрт. Сидэт пэ̆р карда βи патн'а. мэ̆н э̆с' лэксэ̆р ты̆рады̆н? тэтβаjа. (В зап.-козм. говорах столб, а также и мачта, называется тонката. У др. чув. посл. слово озн. пень). || Рубль. СТИК. Пĕр юпа парас-и, мĕн тăвас? (гов., когда секретничают, при продаже или покупке). || Юпа — король (в картах). К.-Кушки. См. чирку.

юпа туни

отправление поминок. М. П. Петр. Юпа ту — справлять поминки. . Юпа туни ― обычай народный. (Это выражение применяется и к православным поминкам, что я и сам слышал в Курм. у.). См. Магн. М. 114, 179. N. Юпа туни. Хулăн йывăçран çын кĕлетки тăваççĕ, сăмси-çăварне, урапа çине выртараççĕ, кашма сараç, пуç айне минтер хураççĕ, çине чаршав витеççĕ. Ăна пӳрте пушăтпала кĕртеççĕ, ун çине çурта çутаççĕ. Вилнĕ çынни ячĕпе асăнаççĕ: çуртна-йĕрне пиллесе хăвар, выльăхна-чĕрлĕхне пилле, çемйӳсене те пурне те пилле, хурăнташ-ăруна пилле. — Асăнма пыракансем пурте çурта çутаççĕ çавăн çине, ăна асăнма пăру пусаççĕ, тиха пусаççĕ, çавăн ашĕпе асăнаççĕ = хываççĕ (татса пăрахаççĕ), çимеççĕ. Тиха пусма вăй çитмесен, виçĕ пус кĕмĕле: виçĕ çĕр тенкĕ паратăп, лере лаша ил, тесе параççĕ. Асăнаççĕ, ташлаççĕ, юрлаççĕ. — Ачуна-пăчуна ан хăрат, ратнӳсене-хурăнташсене ан хăрат, кăмака çинче йынăшса ан вырт, теççĕ. Асăнса пĕтерсен, кĕлеткене пушăтпала çĕклесе тухаççĕ. Алăкран тухнă чух виçĕ хут çиллеççĕ: ан хăра, ӳкермĕпĕр. Ачуна-пăчуна пехилле(се) хăвар, теççĕ. Пăлтăр алăкĕнчен тухнă чух та çапла(х). Илсе тухсан, урапа çине кашма-минтер сараççĕ, урапа çине выртарса каяç, чаршав витсе. Хапхаран тухнă чухне: çут тĕпче курса кай, тесе, уçса кăтартаççĕ. Уллă-хыçлă лаша кӳлеççĕ. Малти лашине ывăлĕ утланать, ашшĕ вилсен. Лараççĕ те, туй пекех юрласа каяççĕ. Масар çине çитсессĕн, ташлаççĕ, юрлаççĕ купăспала. Пехиллесе юл, теççĕ. Юпана лартаççĕ вилнĕ çын тăпри çине пуç-вĕçне. Юна тĕпне укçа яраççĕ тăванĕсем; пĕр пус параканĕ: çĕр тенкĕ паратăп, тет и т. д. Юпа тăррине çӳле укçа çапаççĕ: пехилле! теççĕ. Вут чĕртеççĕ пуç-вĕçне, пăру ашне, тиха ашне таткаласа пăрахаççĕ: акă сана аш, çи; пашалу çи, теççĕ. Юпи çумне çурта çутса çыпăçтараççĕ, йĕри-тавра виççĕ çавăрнаççĕ: пехиллесе юл; йăвăр тăпру çăмăл пултăр! тесе, тăпрана çӳлелле сăтăраççĕ. Япала улăм илсе таврăнмаççĕ, çап-çара урапапа килеççĕ. Лараççĕ, кустара параç: ларса ан пытăр, тесе. Çавăрăнса пăхмаççĕ. Киле килсен, пурте, лаша кӳлнĕ çынсем, хăй (в дом умершего) патне кĕреççĕ. Тултах алă çăваççĕ. Кĕрсен, хăма сыпăкĕнчен иртиччен, курка сăра параççĕ. Унтан яшка çиеççĕ. Пуçламан çăкăр хураççĕ, ун çине пуçламан чăкăт, ун çине çурта çутаççĕ. — Пехиллесе кай! теççĕ... Ĕлĕк малтан вилнисемпе пĕрле асăнса хываççĕ. ― Асаттесем, асаннесем! Ерсе кайăр, анхăратăр. Йывăр хуйха куртăмăр! тесе, такапа чӳк тăваççĕ. — Эй турă, каçар! Ӳкĕнтĕмĕр пулĕ, йывăр хуйхăпала тем ытла сăмах каларăмăр пулĕ, — турă, каçар, çырлах! Амин.

юр-вар

кушанье: мясо, турăх, уйран, сĕт, чăкăт. А. Турх. Сред. Юм. Юр-вар, приварок; всякого рода провизия, кроме хлеба. Шалча. Йор-вар, приправа. . Йорвар ― аш, какай. N. Çак карчăкпа хĕр праçнике юрвар илнĕ, тата ĕне те илнĕ. Сред. Юм. Юр-вар ямасан, яшкан мĕн тути пȏлтăр онăн! Хурамал. Юр-вар (какай). Тюрл. Кăçал ĕне пăруламарĕ, йор-вар çок (= сĕт-торăх çок). Шибач. Йор-варсам пор-и? Пшкрт. Йор-вар пор-и? Чуратч. Ваçкă калах çăнăхне исе килнĕ: йор-вар çок, тесе, калать, тет. Хуçи, киле кайса, пуснă сысна исе пычĕ, тет. СПВВ. «Юр, вар, продукты; ĕне юр-варĕ». Хорачка. Йор-вар (= аш, кĕрпе-туар) полсан, апат тума полат. СПВВ. Х. Юр-вар ― провизия. СТИК. Ĕне юр-варĕ чист тыткаланса пĕтрĕ (вышло, израсходовано мало-по-малу). СЧУШ. Çынсем пурте савăннă, пурте хăйсем валли юр-вар илнĕ, çак карчăкпа хĕрĕн анчах нимĕнпе илмелли пулман. Истор. Хăйсен юр-вар çуккисем кӳршисенчен вăрттăн та пулин илсе пăхса янă (угощали гостя).

лав

воз; подвода. См. ăлав. Изамб. Т. Пĕрре çапла манăн сар лаша лавĕ сулăнка кайрĕ. Ib. Хĕр япали лавĕ, воз с приданым невесты. Чуратч. Ц. Ĕçтерсе çитерсен, пĕр лав çăнăх парса ăсатса ячĕç, тет. Ib. Вара, вăсене лав çине тĕяса, шăналăкпа çыхса, лашисене кăларса ячĕç, тет. Тогаево. Вăлсене те илме лавсем килнĕ (приехали подводы). Орау. Лав çинчен (с воза) илес, унта йӳнĕрех, ахаль çĕртре, лапкасенче хаклă ыйтаççĕ. Тет. Лаву çине ларт-ха! Посади-ка меня на воз! (воз был с хворостом). СКАЗЗ 48. Икĕ лав çулпа килеç. Проезжали той дорогой две подводы. N. Пĕр лав утă илсе кил. Привези воз сена. Кан. Лав шыракан кашни кунах пур. Каждый день бывают люди, ищущие подводы (ямщика). Ib. Лав хакне калама çук хăпартса янă (страшно подняли цену за провоз). Сам. 75. Ирĕксерех ахлатса лавĕ умпе (= умĕпе) пымалла. Конст. чăв. Ирхине тăрсанах, япаласене тинĕс хĕрне турттарса кайма лав тытрăмăр (наняли подводу). Турх. Унта вăл пĕр пысăк лав вут каснă (дрова). N. Ула лаша лавра. ТММ. Начар арман лава нумай тытат. N. Виçĕ пăтлă миххине лав çине илсе хурсан, кайăпăр. Капк. Лава пынă çынсем те, ним тума аптăраса, ятлаçаççĕ. Ӳсĕрсене кĕтесшĕн мар. Кан. Выçлăх çул. Элĕкрен виçĕ лав сĕлĕ турттарса килчĕ. Ib. Тухса çӳреме пирĕн лашасем çук; ялсенче лавсем памаççĕ (не дают подвод). || Мирская подводная повинность. Сред. Юм. Лав картни, отметка об исполнении общественной подводной повинности. Икково. Лашасам порте лавра. Все лошади в разгоне.

лакăм

(лагы̆м), лагун (для дегтя, воды и пр.). Сĕт-к. Пирн лакăм час шăршăнмасăр хоплать. Альш. Тăватă лакăм сăра. Шел. 127. Тĕпсĕр лакăма (в ненасытные утробы) апат тултарса... çывра пуçларĕç. Изванк. † Ĕçлен-калта вăрманта, кĕсре хури лакăмра. Изамб. Т. Лакăмпа хире (в поле) шыв илсе каяççĕ. Ib. Тикĕт лакăмĕ, лагун для дегтя. Юрк. Эпир иксĕмĕр те чыкан çапла ташланине нумайтарах пăхса тăна пулсан, тикĕт лакăмĕсĕр тăрса юлаттăмăр иккен (оказывается, остались бы без лагуна для дегтя).

лап

(лап), подр. звуку хлопнувшегося (упавшего) предмета. СТИК. Çăм мишукĕ лап персе анчĕ. („Лап – звук мягкий, похожий на звук, когда падает что-нибудь мягкое“). Ib. Лакăш! турĕ те (отступился), лап! персе анчĕ (споткнулся и упал). Альш. Акă упăшки патне çитет те, палакирне лап! ӳкерет, тет. Богдашк. Т. Лап тăсăлса ӳкрĕ хуса пыраканни. Толст. Лаши пĕтĕм вăйĕпе пынă çĕртен лап персе аннă та, Жилинăн урине аяла тунă (придавила). Шорк. Пылчăк çине хырăмĕпе лапах персе анчĕ. Эльбарус. Çаксем кăсйисенчен темскерсем кăлара пуçларĕç; тăта лап-лап! ӳксе пуççапаççĕ, тăта пакăл-пакăл! юмахлаççĕ. Сред. Юм. Витрери шывва (= шыва) трук тăксан, шыв лап! туса тôхса ӳкет (выплескивается). || Подр. мгновенному движению садящегося, ложащегося или падающего. КС. Хырăмĕпе лап выртрĕ. Сред. Юм. Мана корчĕ те, лап! выртрĕ. („При этом лап не означает звука при падении, а самое действие). Шорк. Пылчăк çине лап! татăлса анчĕ. Ст. Айб. Куçма кĕрӳ кускалать, Лапата кĕрӳ лап ларать. (Çатма çинче икерчĕ пĕçерни). || Подр. бросанию тяжелого предмета. Ст. Чек. Лап! пăрахат (бросит сразу). N. Ку ача амăшне пĕр ала йĕппе лап! тутарать, тет те, веç чиккелесе вĕлерет, тет. || Подр. удару (хлопанью). Альш. Амăшĕ алăкран тухат та, кукша капкăнĕ амăшне лап тутарат, тет. Шурăм-п. № 6. Арăмне пуçран çапуççипе лап! тутарчĕ. Альш. Кашкăр кĕрсенех, кашкăра аякран лап тутарнă. КС. Аллипе лашана купарчинчен лап! çапрĕ. N. Ашшĕн çăварне лап хупласа лартрĕ. || Подр. ударам бьющихся волн. Сред. Юм. Пĕчикрех хомсĕм лотка хĕрне лап, лап! пырса çапнаççĕ (= çапăнаççĕ). || Подр. хлопанью крыльев. Юрк. Çав вăхăтра кашта çинче ларакан автанĕ çуначĕсемпе лап, лап, лап! тутарса çапса илет. || N. Лап сур (плюнь).|| Подр. тяжелому ступанью по плоскому предмету. Алших. Лап-лап! çĕре ан пусăр: çĕр кисренет, тиеççĕ. || Подр. тяжелому бегу. Сред. Юм. Лап-лап! тутарса чупса кайрĕ. Побежал тяжелой рысью. Ib. Пирĕн лаша чупайрать-и-мĕн ôлă? Лап-лап, лап-лап! туса пырать, онпа мĕн чôлах аякка кайăн? СТИК. Пĕчĕккĕ ача, чуппи (бег) килĕшет, вăл темле çăмăллăн чавтарса пырат; пысăк çын вара лапăстатса пырат. („Лап-лап“ выговаривается соразмерно шагу; если шагает — редко, если бежит — скоро. Выражение впечатления при виде неуклюжести бега, неуклюжести фигуры, а также и звук, производимый ногами“). || Подр. звуку, который слышится, когда трясут шапку, взяв ее за тулью. Сред. Юм. Шапкана тӳпинчен тытса силлесен, лап-лап! туса силленет. || Подр. звуку неожиданно лопнувшего льда. К.-Кушки. Шыв тулнипе пăр лап! çурăлса кайрĕ. || Подр. кипению каши (хлопанью пара). Изамб. Т. Вир пăтти вĕренĕ чухне лап-лап! туса вĕрет. || Подр. моментальному погашению света. Хрест. Куçук çавăнтах ламппине лап! сӳнтерсе лартрĕ. Сунт. Пӳртре ламппă çути лап! сӳнсе ларчĕ. N. Çав вăхăтрах килти çунса ларакан çуртасем икĕш те лапах сӳнсе ларчĕç, тет. (Сказка). Сред. Юм. Пирн (= пирĕн) лампă чипер ларнă çĕртех лап! сӳнчĕ ларчĕ. N. Çутатса пыракан хунарĕсем лап сӳнчĕç. БАБ. Лап сӳнсе ларчĕ (огонь). См. тимĕр карта. || Подр. широким вспышкам молнии (как будто с глухим звуком). N. Çулахи çĕрсенче шевле (зарница) лап-лап çиçет: темĕскерле ăшшăн туйăнать те, тӳлек туйăнать. || Плашмя. Орау. Лап выртни („ляпа“) сан пултăр, эпĕ шĕвĕр пуçне („тыку“, т. е. с острого конца) йышăнап. (Так сговариваются игроки). || Как раз, совершенно. Якейк. † Çак нуштана корасса воник çолтах тĕл(л)ĕнтĕм, çирмик (= çирĕм ик) çолта лапах килч. Яргуньк. Чу кайăп, лап анăп, мăнтăр купи купалăп. (Кăшăл сăвăрни). Баран. 19. Акă, хайхи каçхи тĕттĕм хаяр вăрçса чикĕшес хире лапах килсе хупларĕ. БАБ. Хăй ăшне лап хупласа илчĕ. См. яр. Шорников. Лап хуратăп (какое-то выражение в игре в камешки, шакла). Янш.-Норв. Уяр! уяр пулать пулсассăн, вĕл вĕçсе кай; çăмăр çăват пулсассăн, лап (лап, п неозвонч.) ӳк. || Как раз (сильнее, чем лăп; выраж. неожиданность). N. Çав капкăн çапнă кашкăр умне лапах тухрăм. 93 çул, 24. Çимуртен лап çав чирлĕ çын патĕнче пулнă. Пшкрт. Холара лап пĕр эрне порăнтăм. КС. Эп вăл çитнĕ çĕре лап çитрĕм. Я как раз прибыл к его приходу. N. Çирĕм тăватă сахат хушшинче çĕр лапах пĕрре çаврăнса çитет. Регули 1350. Лапах выртать. Лапах йорать. || Совсем; точно. Чăв. й. пур. 23. Çав усрама илсе ӳстернĕ ывăлĕ ăнсах кайман, шап лап ăслах мар Сятра: хы̆нџа-ш̚и лап ŏжŏтсак jарат? Когда же будет совсем (понастоящему) тепло? О сохр. здор. 49. Аша пирĕн е лапах пĕçерсе, е ăшаласа (шарку туса) çиеççĕ. N. Хăлха лапах питĕрĕнсе ларать. || Точь-в-точь. Якейк. Лапах охмах эс. Ib. Эс лапах пирн ялти „Петĕр: калаçса колни та, йорлани та, ташлани та, сан çиллӳ те оннешкелех (как у него). || В самом деле. Хорачка. Лери халăх калат: верно, конта порнса, лапах конта порнсаç кусам, тет. || Шибач. Лапах польчĕ. Оказалось совершенно верным. СПВВ. ТА. Лапах-и? = Чăнах-и? (т. е. правда ли это?).

лапатка

(лаба-), лопатка для точения кос (смолянка). Чертаг., КС., Изамб. Т. Якейк. Лапатка — çавая çивĕчлетмелли япала. Яргуньк. Çаран патне çитсен, Палламан хуçине каланă: манăн киле лапатка юлчĕ, тенĕ. Т. П. Загадки. Хура аппа икĕ енчен çупать. (Лапатка). || Лопаточный сбор за помол; мерка для получения лопаточного сбора за помол. СТИК. Лапатка — арманта çăнăх илнĕ çĕрте тыткалама тăваççĕ. Вăл шайккă пек (на подобие прежней банной шайки с одним ухом) хăрах тыткăчăлă пулат. Вăл япалапа арман хуçи арман авăртма пынă çынсенчен авăртнăшăн çăнăх илсе юлат. Унта чи нумаййи 20 кĕрепенкке каят, сахал – 15–17 каят. Ăна çӳхе тимĕртен тăваççĕ.

лапăстат

(-тат), шлёпать. См. МКП. 112, 115. Утар. Чечук вара лапăстатса кайса тупнă та, пупа (dat.) илсе пырса панă. N. Атя, лапăстатах, ачам! (обращение к лошади: „ну, трогай!“). КС. Лапăстат, шлёпать. Ib. Лаша лапăстатса юртса пырать (без усиленных движений). Ib. Караппăл (беркут) лапăстатса вĕçсе кайрĕ (медленными движениями). Ib. Ача алăра сиктернĕ чухне (когда его пестуют), лапăстатат (= çунатланать, машет ручёнками). Ст. Чек. Лапăстатса чуп, бежать в большой обуви. Капк. Анатран лапăстатса хăпаракан шур аппа пек чечен пăрахут çеç ăна шухăшлама чарать. Сред. Юм. Пысăк кайăксем лапăстатса вĕçсе пыраççĕ (летят; означает тяжелый полёт большой птицы). Орау. Çырма хĕрринче пĕр чăрăш лапăстатса ларать. КС. Пуснă алтан лапăстатса сикет (трепыхается). Ib. Лапăстатса çӳреççĕ (чĕчĕсем). || Ходить без дела. N. Лапăстатса çӳрет. Шляется без дела. || Болтать.

лапсăркка

лохматый, мохнатый, косматый; с пушистой листьвой или хвоей. ЧП. Пирĕн йытсем лапсăркка. Сред. Юм. Пит лапсăркка çăмлă сôрăхăн çăмĕ нăмай тôхать. Ib. Пирĕн пĕр сôрăх пит лапсăркка (с длинной шерстью). Çĕнтерчĕ 11. Лапсăркка калпаклă пуçне кантăкран (в окно) чиксе пӳртелле (в избу) пăхать. Виçĕ пус. 25. Çак курăксем, хăйсен лапсăркка, вăрăм тымарĕсемпе пĕтĕм пусса хупласа илсе, ытти курăксене тăнчах (совсем) пĕтереççĕ. Изамб. Т. Çула лапсăркка пуçлă çăка пит илемлĕ. N. Вăл пысăк, лапсăркка пулнă. Юрк. Лапсăркка çилкелĕ, с косматой гривой. О сохр. здор. 116. Пирĕн унта ĕçченĕ чухне лапсăркка, вăрăм, сарлака аркăлă-çанăлă тумтир тăхăнма кирлĕ мар. Ал. цв. 9. Темиçе тĕрлĕ чечексем ӳсеççĕ: пĕринчен-пĕри илемлĕ, лапсăркка, тутлă шăршăллă. Ст. Чек. Лапсăркка – нумай çулçăлă йывăç. || Неряшливый, плохо одетый; растрёпа. Орау. Ку карчăк пĕр лапсăркка кинĕпе тек мухтанса çӳрет (хвалится своей неряшливой снохой). Ст. Чек. Лапсăркка çӳрет. Ходит растрёпанный. N. Вăл чирлĕ, лапсăрккаскер, çын тăрăх (по людям) сĕтĕрĕнсе çӳрет. Сред. Юм. Пĕр лапсăркка матка (баба) иртсе кайрĕ хăй пирн пӳрт пуçĕнчен (не праворная). || Поврежденный (напр. о дереве). Янза-к. (Цив. р.).

лар

садиться; сидеть. В. С. Разум. КЧП. Ку çын лармасăртарах тăрать. Чуратч. Ц. Пукан çине (на стул) ларчĕ те, каçчен те тăмарĕ (просидел, не вставая). Артюшк. Вакона ларма вăхăт. Пора садиться в нагоны. N. Пĕр ларсан, тахçанчченех ларать вара. Если сядет, то сидит очень долго. Сред. Юм. Лар килте, кôтна хĕссе! Сиди знай дома! N. † Ларас тăрас саккине ука сарса хуччăр-и; выртас-тăрас выранне тӳшек сарса хуччăр-и. Çĕнтерчĕ 51. Паян ларас-тăрас килмест. Сегодня не хочется ни сидеть, ни ходить („стоять“). N. Мăн кĕрӳ пуринчен мала ларать, эллине сăра курки тытать; вара вĕсем виçĕ тапхăр тăрса лараççĕ; виççĕмĕш тапхăр тăрсан, сĕтел хушшинчен тухаççĕ те, каччин ашшĕпе-амăшне малти сак çине лартса, вĕсен умăнче икĕ тапхăр çаврăнаççĕ, виççĕмĕшĕнче пуççапма лараççĕ. N. Пĕр çулччин киле урапапа çунапа ларса кĕмест, анаçĕне (= ана çине) ларса кĕмест-тухмасть (молодушка). Б. Яуши. † Лаши лайăх, çуни лайăх лараканĕ çук. Юрк. Ун çумне кĕрӳ çуммĕн лараканни ларать. Юрк. Эпĕ, патша пулсан, ялан çапла кăмака çинче ăшăнса кăна ларăттăм. Ib. Икерчĕ çиме ларсан та, каллех çапла: ех, тет, эпĕ патша пулсан, яланах çапла çуллă икерчĕсем анчах çисе ларăттăм! тет. Сред. Юм. Ĕçессе нăмай та ĕçмен пик полчĕ, ларнăçĕм пôсать (постепенно пьянеешь) полас, ôра çине тăрап та, тайкалана тăрап. Чăв. й. пур. 23°. Хăй халĕ суккăр ларать ĕнтĕ, ниçта та тухаймасть. Регули 3. Вăл ĕçлеме ларать. Он садится за работу. N. Пит аван шыв хĕринче мĕлле пăр катăксем пĕр-пĕрин çине хăпара-хăпара ларса, каллех йăтăна-йăтăна анса кайнине пăхса тăма. || СТИК. Ларайман, ларса çитеймен, картне ларман (т. е. глупый). || Йӳç. такăнт. 52. Пурте кулаççĕ. Кĕркури, çиленсе, пуçĕпе сулкаласа, лара-тăма пĕлмест. Копăрла. † Ларас-тохас лайăх полтăр. Чтобы было хорошо с нею (с женою) выехать. Орау. Хăй ларса канимарĕ ĕмĕрĕнче (работала, не покладая рук). Туперккульос 25. Пӳртрен тухмасăр ларса ирттерсе, начар ӳсет, шурăхса каять (бледнеет). Сĕт-к. † Тантăш çони хора çони, ларса чопма шанчăклă. (Çăварни йорри). || Сидеть в тюрьме, под арестом. Альш. Елшелин хуралçисем кайса та лармаççĕ (не сидят в арестанской), ӳретникрен те хăрамаççĕ. Орау. Паян тăват тутара сут турĕç, тăватăшне те лармалла турĕç. Сред. Юм. Ларма кайнă. Пошел сидеть (в кутузку). N. Тĕрмере ларакансем, е персе вĕлернĕ çынсем хушшинче темĕн чухлĕ пĕр айăпсăррисем те лекнĕ (в 1906 г.): вилччĕр, ларччăр... тенĕ пек тăваççĕ. || Быть п. заседателем. Орау. Паян тăват тутара сут турĕç. Манăн тăватăшне сут тунă чухне те лармалла пулчĕ. || Сидеть на посиделках. Изамб. Т. Хĕлле хĕрсем ларма çӳреççĕ. Зимой девушки ходят на посиделки. Альш. Пĕр-пĕрин патне ларма çӳремелле. || Гостить (о девушках). N. † Ларма килнĕ хĕрсене алă çинче вылятрăм, ларма килнĕ хĕрсемпе хытăрах выльăр, ачисем! ЧП. Ларма пырăп. Сред. Юм. Ларма кайнă (девушка пошла, поехала в гости к родственникам). || Справлять (о некот. обрядах). Ст. Чек. Вара кĕрешченке кунĕ каçпа хĕр сăри? лараççĕ. || Сидеть в старых девах. О сохр. здор. Вăл тĕлĕшрен чăвашсен йăли пит аван: вĕсенĕн хĕрĕсем çирĕме, çирĕм икке çитсен тин качча каяççĕ; çирĕм пилĕке çитичченех ларакан та пулать вĕсен. Янтик. † Пиреех те çырнă çын ачи лартăр халĕ çулĕ çитиччен. || Сидеть на яйцах (о наседке). Ст. Чек. Ларат (чăхă ларат). Сидит на яйцах. Альш. Чăхă ир ларсан, тырă пулат, тет. (Примета). || Стоять, находиться (о вещах и предметах). N. Чăматан ларат. Стоит чемодан. N. Карташĕнче вăрманти пек курăк шăтса ӳссе ларнă. ЧП. Çеçен хир варринче пĕр хурăн, лартăр-а хирĕн илемĕшĕн. Янш.-Норв. Пирĕн çумра (рядом с нами), йывăç пахчинче, пĕр кĕлет ларать. ЧС. Темĕн чухлĕ пичке ларать. Стоит много бочек. N. Унта пилĕк мишукпалан çăнăх ларнă. Там стояло пять мешков с мукой. N. Чӳрече çинче кăкшăмпа (в кувшине) шыв ларать. N. Улăм урисем темĕн чухлĕ лараççĕ. N. Вăрман ларать сип-симĕс. N. Тепĕр пуçĕнче тутлă шерпет ларат, сим-пылпа тутлă шерпет хушшинче ылттăн тарилкке ларат. Орау. Ку шыв пӳртре виç сахат ларнă. N. Тинĕс патне çитсен, тинĕсре пĕр карап ларнине курнă. Ядр. † Эпир çăварни чупнă чух ларан-йывăç хумханать, выртан каска тапранат. Могонин. Ларан йывăçа хоппине сӳсен, мĕнле хăрса каять, çанашкал çав çын хăртăр, тет. N. Ăçта-килчĕ-унта хупахсем, хытă курăксем унта-кунта ларатчĕç. Торп-к. Урапи чупмаçть, тет, пĕр вырăнтах ларать, тет. Орау. Ку йăвăçăн тымарĕсем çирĕп халь, нумай лармалла. Дерево крепко держится на корню. Тогаево. Онччен те польмин, пĕр пысăк икĕ хутлă пӳрт лара парать. Эпир çур. çĕршыв 15. Ту вĕçĕнче чылай аслă униче (укăлча) выртать. Кунта, хапха патĕнче, ял юпи ларать, халăх пӳрчĕ ларать, вут сӳнтермелли машшин, пичĕке, пакурсем, тата урăх хатĕрсем лараççĕ. || Остановиться (в движении). Орау. Армансем ларчĕç (иногда говорят: шыва ларчĕç). Мельницы (водяные) остановились (стали) от половодья. || Устояться (о пиве). Якейк. Пирĕн сăра ларсах çитмен-хе (не устоялось после процеживания; дрожди еще не сели на дно). || Осаждаться. N. Хăйăр тырă акас вырăна та ларать, çарана та ларать. || Широко задевать основанием. Орау. Суха-пуç ытла ларса пырать, ăнмарĕ („купташки“ своей выгнутой поверхностью задевает за землю. Зависит от неудачной установки сохи). || Лежать (о вещах). Çăкăр кăмакара ларат (но: çăкăр сĕтел çинче выртат). || Находиться (о корнях растений). N. Темĕн пысăкĕш йывăçсен те тымарĕсем çиелтех лараççĕ. || Упасть (о стреле). Абыз. Ухă çав старикĕн пӳрт çине ларнă. N. Йывăç юппине (на развилину дерева) юр ларнă. || Садиться, становиться плотнее. Орау. Çуркуннехи çăмăрпа çĕр ларать, теççĕ ваттисем. || Замерзать (о реке и пр.), о ледоставе. Альш. † Çерçи чак-чак тăват-çке, Атăл пăрĕ ларат-çке. АПП. Сивĕ енчен çил вĕрсессĕн, Атăл ларнине çавăнтан пĕл. || О снеге. Девлезеркино. Юр ларчĕ. Снег сел (осел). || Выправиться (о вывихе). ЧС. Ĕнтĕ, кин, ачун алли ларчĕ. N. Нумайтарах, ĕçлесен унăн алли-урисем каллах хытса ĕлĕкхи вырăна лараççĕ. || Отзываться, вредить. Изамб. Т. Лашана кĕçĕнтен йывăр турттарса çӳретсен, лашан куçне ларат (ослабеваег зрением), теççĕ. N. Ытлашши çийӳ чире ларать. || Осесть (о строении). Альш. Пӳрт ларнă ĕнтĕ пирĕн (осел). || Иваново. Урай хăмисем, никĕс пĕренисем, тата кăмака ларса юлнă (остались без осадки). || Сесть (о материи). Трхбл. Брюки ларнă. Брюки сели. || Оседать. Туперккульос 4. Çын çăварне, сăмсине ленкеççĕ, кăкăра лараççĕ, тĕрлĕ май çын ăшне ленкме пултараççĕ (бактерии). || Загрязниться. АПП. † Сакăр тиртен çĕлетнĕ сар кĕрĕке кирĕк лармĕ, тесе, пĕлтĕр-им? В. Байгул. † Çуса çакнă шур сурпанне кирĕк лармас, терĕç пуль. || Увязнуть, застрять. О сохр. здор. Е, апат çисен, шăл хушшине пĕр-пĕр япала ларса юлса çĕрсе тăрать. Кума-к. Эпĕ лапрашне (= лапра ăшне) антăм-лартăм (вдруг очутился в грязи, в топком месте). Шурăм-п. Филип сурăх хыçĕнчен чупрĕ, анчах ури пылчăка ларнипе кайрĕ-ӳкрĕ. Чув. пр. о пог. 304. Пăр ларса йолсан, çул йывăр пулать. Если лед останется (на берегах), год будет тяжелый. || Заходить (о солнце). N. Хĕвел анăç хĕрелсен, пĕлĕте ларсан, çăмăр (тăман) пулать. || Прибавлять (ветви, коленца). Альш. † Мĕшĕн кĕрлет-ши çав хăмăш? Сыпăкран сыпăка ларасшăн. Ib. † Мĕшĕн шавлат-кĕрлет çав вăрман? Туратран турата ларнă, тет, çав вăрман. Карабаево. Улма-йывăççи çеçкене ларса иртнĕ. || Закалеть. Ст. Чек. Çăккăр вут начар хутнипе (от плохой топки) пиçеймесĕр ларса каят (около нижней корки тесто уплотняется и не пропекаетcя). || Заниматься; служить. Туперккульос 18. Пĕр туперккульос чирĕ çинче кăна ларакан тухтăр çав чир çинчен, çĕнĕ япаласем мĕн тухнине (напр., открытия в области медицины) пĕтĕмпе пĕлет. ГТТ. Ача-пăчапа пурăнакан çынна, ку ĕç (литературная работа) çинче кăна ларсан, пурлăх тĕлĕшĕпе хĕнтерех пек (трудно с экономической стороны). Орау. Кунăн çĕрĕн хут çинче ларакан çын шурса каять (бледнеет). Образцы. Ай-хай, хĕрлĕ чĕрем, çутă сăнăм, шур хут çинче ларса шурăхрĕ. Истор. Ялан ĕç çинче ларса, тата ытларах сывăмарланнă. N. Çирĕм пилĕк çул тиякра ларчĕ. N. Вăл ĕç çинче лармаççĕ вĕсем. Они этим делом не занимаются. Яжутк. † Пуртă тума тимĕрç çук, тимĕрç ларма çырма çук. || Расположиться, расселиться, поселиться. Юрк. Тинĕс хĕрринче ларакан хула. Ib. Эпĕ пурăнакан савăт (завод) пит аван çĕрте, çаранта шыв хĕрринче ларат (расположен на берегу реки). Янших. Б. Сăр шывĕ хĕрринче ларат (город). Юрк. Чăвашсене ытти çынсенчен уйрăм ялсемпе ларма хушнă. Демид. Пурăнсан-пурăнсан, кун патне таркăнсем, вăрăсем килсе лара пуçларĕç, тет. || Приставать, прилипать. Орау. Тĕмпек (ял) тăнĕ (глина) лармаçть (т. е. не держится), умпа кăмака шăлма юрамаçть урăх. Якейк. Ларать = çыпăçать. Ib. Кăçалхи пак çор аки тума çăмăлне корман: пĕре те лармаçть. Ib. Хăш çол çĕртме тунă чохне те ларать (= тăпра соха тимĕрпе калак çомне çыпăçни). Ib. Олăхри аная тунă чох ларса пăçлар, аран туса пĕтертĕм. КС. Суха-пуç ларать (накопляется земля, и она плохо пашет), вара ăна карлавпа тĕкеççĕ. || Приставать, останавливаться где-либо (о пароходе и т. п.). N. Çак пăрахот Шопашкара (-ра) ларать-и? Пристает-ли этот пароход в Чебоксарах? N. Пăрахот Шопашкарта лармарĕ. Шурăм-п. Халĕ Кĕнер-вăрри çыннисем чухăнланса кайнă. Пăрахут тахçанах ларми пулнă. Альш. Пулăçăсен киммисем лараççĕ унта. || Обходиться, constare. N. Мĕн чула ларчĕ? Во что обошелся (о цене). N. Хаклă çĕр илекене пит хакла ларать. || Получить убыток. Орау. Халь çăмартана кайсан, аллă тенкĕ ларнă, тит. || Остаться, проиграть (в картах). Сред. Юм. Кама ларчĕ? Кто остался? (во время игры в карты). Янш.-Норв. Лартăм. Я проиграл (в шашки). || Обмануться. N. Лаша илесси пит пысăк ĕç, ларасси нимĕн те мар (очень легко). || Находиться в сохранности, храниться. Полтава. Ăçта мулсем ларнине (где скрыты клады)... || Глохнуть (об ушах старика). ГТТ. Манăн хăлхасене ларнă çав ĕнтĕ, илтми пултăм. || Выходить (об урожае). О земл. Çĕнетнĕ çĕр тырра ĕлĕкхи пекех çимĕç парса тăрать, вара унта тырă аван ларакан пулать. Ib. Хура тăпра çинче малтан урăх япала хушмасан та, тырă аван пулать; анчах кайран-кайран вăл çĕр çинче те тырă ларми пулать. Альш. Кăçал тырă начар пулчĕ те, анара пит нумай пулнинче саккăршар урапа, унтан вара чухрах (похуже) пулнисенче пилĕкшер, ултшар урапа ларчĕ, теççĕ. Сорм-Вар. Ахматяк калать (медведю), тет: кашни çапмасерен (= çапмассерен) пĕр пăт çу ларать (каждый раз, как ты меня стукнешь молотком, на мне наростает пуд сала), тесе калать, тет. || Накопляться. О земл. Выльăх айне улăм сарсан, навус ытла лармасть. || Юрк. Шыва лар, быть затоплену водой. || Об обычае созывать знакомых к умирающему. ЧС. Анне вара пиччене атте çинче ларма çынсене чĕнтерсе килтерчĕ (велела позвать). N. Çын çинче ларни. || Доходить, попадать. Яргейк. Урпа утмăл кунта кĕрекене ларать, теççĕ. || Наступать. КС. Кĕр ларчĕ. Наступила осень. (Хĕл ларчĕ, но: çу килчĕ, çур килчĕ; Орау. Хĕл ларсах каять-и ĕнтĕ? Неужели уж так рано начинается зима? || Оказать действие. N. Ăна ларнă. Оказало действие на ум. || В качестве вспомог. гл. Сятра. Сан пит çине мĕнешкел (мэ̆нэ) моклашка токса ларса? N. Курăксем ĕнсе ларчĕç (выгорели от зноя). К.-Кушки. Эпĕ пĕрре шыв хĕрринче нуммай çĕрле пулă тытса лараттăм. Однажды поздно ночью я ловил на речке рыбу. Виçĕ пус. 17. Тăваттăмĕш çулне çĕрте курăксене кирлĕ япаласенчен виççĕшĕ тăнчах пĕтсе ларать. Ib. 19. Пĕр çын, ашшĕ амăшĕсем вилсен, ниме юрăхсăр хăйăрлă çĕр хуçи пулса ларнă. Кан. Мунчине вара шыв тухса ларнă. Яхать-Ошкăнь. Тар тохса ларать. Выступает пот. Букв. 1886. † Сĕт-пыл тулса ларинччĕ (см. сĕт пыл). Альш. Кас çĕнĕ пулса ларчĕ хайхи. Обстроился снова (после пожара), обновился (квартал). Ib. Пăхатăп – тиенсе те ларнă пирĕн лав (нагрузился). Яргуньк. Пуç тăрисене (на головах у них) улмуççисам шăтса, çитĕнсе, улмисем те пулса ларчĕç, тет. Синерь. Вăл, шаларах (дальше в воду) кĕрсе, хулне чăссĕр (= чăсрĕ), тет те, хулĕ сыпăнса ларса (обрубленные руки снова наставились), ачисене (своих детей) тытрĕ, тет. Сунар. Сăрт ĕлĕкхи пекех хăйне хăй хупăнса ларнă (холм закрылся снова сам собою). Орау. Вилнĕ çын чĕпĕтним сана, пĕтĕм çан-çурăмăнта, аллу-урусенче кăвакарса ларнă вырăнсем (синяки) пур? Ib. Сĕтел çинче ламппи çунса ларать (горит). N. Кам хăй валли инкек-синкек шыраса çӳрет, çав ăна чăнах та тупса ларать. БАБ. Эпĕ пăхрăм пек те, пĕр хуран сăмала вĕресе ларнине куртăм пек (во сне). N. Ĕлĕк вăл (это) çын ячĕ полнă, онтан сомах полса ларнă (стало нарицательным именем). СВТ. Çитменнине тата шатра чирĕнчен кайран (после оспы) нумайĕшĕ, чĕлхе çĕрсе, чĕлхесĕр пулса лараççĕ. N. Хăй пурăннă кун-çулĕнче пĕтсе, çĕрсе ларнă çĕртен пире çутта кăларчĕ (он). Пшкрт. Вырăсла пет йосон соляма (очень хорошо говорить) вĕренсе лартрăм (или: лартăм; научился). КАЯ. Ĕнер Тумия урнă йытă тулланă; урмалла-мĕн пулсан, мĕн курса ларас-ха! (что станем делать). Трахома. Тата пĕрер çул иртет те, хай сирĕн пĕлĕшĕр суккăрах пулса ларать. В. Олг. Онăн учĕ перĕн тырă çине вĕренсе ларса (повадилась). Изванк. Пирĕн пӳртре, ăçта кирлĕ унта (где ни попало, везде), çуртасем çунса лараççĕ (горят). Панклеи. Сĕрсенех (как только помазала), ачана ӳт илсе ларчĕ (наросло тело). Ib. Вăл пыркаласан-пыркаласан, çол йăлтах пĕтсе ларат (дорога кончается). Синерь. Кăмакара этем аш вĕресе ларать, тет. (Сказка). Кан. Çап-çуттăн курăнса, каллех тĕттĕмленсе ларчĕ. N. Тата темиçе анпар (так!) тырă туллиех тулса ларнă, тыррисем алăкĕсенчен тулалла юхса ларнă (сыпался), тет. Цив. Шыв тӳрех пӳрте кĕрсе ларчĕ. Вода сама вошла и поставилась в избу. N. Хайхи салтак тухрĕ; как тухрĕ, хайхи çутă сӳнсе ларчĕ. Никит. Питне-куçне хĕп-хĕрлĕ шатра пекки тухса ларчĕ. Ib. Лешĕ кушак-мĕн пулсан, ăна патакпа шаккаймалла-мĕн, вара вăл каллах çын пулса ларать (превращается в человека). N. Анса лар, спуститься; закатиться (о солнце). N. Чунлă япаласем çумне çыпăçса лармашкăн е çекĕлсем, е тăрăнмалли сăмсасем, е чĕрнесем ӳссе лараççĕ (у растений). N. Тепĕр куна хăварсан, вăл хытса ларать те, кирпĕч çапма хĕнтерех пулать. N. Çамрăк арăм çапла пулса ларнинчен пĕтĕм ял тĕлĕнсе, ăсран-халран кайнă (изумилась). Сборн. по мед. Пĕтĕм çан-çурăмне шатра тухса ларать. Абыз. Çĕлен çапрĕ те, Иван пакăлчак таран анса ларчĕ (в землю). Синьял. Турипе сулчĕ, тет те (он махнул гребнем), тинĕс пулса ларчĕ, тет. N. Вĕсемсĕр пуçне хула та пулса ларас çук (не оснуётся). N. Куçса лар. N. † Килкарт варнчи çармăк хорĕн (= хурăнĕ), кăçал касман полсассăн, ватăлсах ларĕ, терĕр поль. N. Мучи куçне шур илсе ларĕ. (Карнăк шăнни). У старичка сделается на глазу бельмо. (Замерзание окна).

ларса пыр

ехать. Кан. Пирĕнпе „çамрăк хуçа“ Ванюш ана кăтартма ларса пычĕ. Шурăм-п. Çĕрле пулсассăн, çӳлте ларса пыма сивĕрех пулчĕ. Юрк. Ларса пыма авантан, ирĕкрен харкам хăй вырăнĕнче ăйăхласа ларса пыраççĕ. Ib. Жандарма чĕнсе илсе, ытти вакунсене те пăхса тухаççĕ, чуматана вăрласа кайнă çын ытти вакунсенче ларса пымаст-ши, тесе. N. Атте, эпĕ те ларса пырап (поеду с тобою)! N. Атте хире каят, эпĕ те унпа пĕрле ларса каяс, тетĕп. || Кунта яланах тырă ларса пырат. Здесь всегда урожай.

ларт

понуд. ф. от гл. лар. N. Эп сĕтел çине (на стол) ларас теп.– Эп сана лартăп! (я тебе дам – сяду!). Ст. Яха-к. Ун чухне лаша пурри ача-пăчасене ним парса та пӳртре лартаймăн (их не удержишь дома). || Сажать. Ст. Чек. Çĕнĕ çул кунĕ чи малтан килекен çынна минтер çине (на подушку) лартмасан, чăхă лармас (курицы не будут сидеть на яйцах), тет. Актай. Ылттăн тупăка юман тăрăнчен илсе анчĕç, тет. Куна урапа çине лартрĕç (поставили), тет те, килнелле кайрĕç („Ларт, посадить и положить. В последнем случае употребл. только тогда, когда выражают бережное обращение“). Альш. Чим-ха, ав çав хĕвеланăç енчи пĕлĕт кунтарах килтĕр-ха, çавăн çине лартса ярам эп ку пукана. N. † Ларма килнĕ хĕрсене лартса ярас (отправить домой на лошади) терĕм те, лаши килте пулмарĕ. Ст. Чек. Уллах сăри курма пыракансене лартса (усадив) ĕçтереççĕ. Якейк. Эп паян вонпилĕк çăмарта çине чăх лартрăм. Орау. Мана лартса çӳрĕр-ха, мана лартса кайăр-ха! (везите, повезите, т. е. повозите, покатайте). Ib. Ĕлĕк хула хӳми тунă чухне чăн малтан тĕл пулнă çынна хӳме айне лартнă (закапывали), тит (не у чуваш). || Ставить, поставить. N. Кĕперĕн тепĕр енне пĕр шальçа (кол) лартса, ун çине шур явлăк (платок) лартса хăвараççĕ. Яжутк. Иван, киле çитсессĕн, паршисене (баржи) шыва лартса хăварчĕ, тет, хăй киле кайрĕ, тет. N. † Хура вăрман хыçне капкăн лартрăм, юртса пыран хĕрлĕ тилĕшĕн. Вишн. 73. Пусă патĕнче (у колодца) выльăх шăвармалли вăлашка тусан, ăна пус çывăхне лартас пулмасть. Юрк. Арăм, балыка (рыба) мĕшĕн кунта кӳрсе лартмастăн? Ib. Кирлĕччĕ малтан çуне кăмакана лартса ирĕлтерме. N. Наччас сăмаварне лартса ярас-им? (т. е. поставить и как бы предоставить его самому себе). Скотолеч. 12. Каçпа лаша патне каткапа шыв лартса парас пулать. N. Халĕ тин тасатрĕ (вымыла), епле сирĕн пек çын умне çумасăр лартатăн (поставишь немытые), тет. Истор. Лавне çул çинех лартса хăварса. Кан. Икĕ уйăх хушшинче виçĕ чăвашла спектаккăль лартрĕ. || Варить пиво. Альш. Арăмсем килте сăра лартаççĕ, сăра юхтараççĕ. Ала 82. Вăтăр пичке сăра лартрĕç, тет, тата пурин пуçне (на всех) пĕр пичке турĕç, тет. N. † Марье ухмах, хăй ухмах, хăй ухмах, уллах сăри хăй лартать, хăй лартать. Никит. † Улюн ухмах, хăй ухмах, куршак сăри хăй лартат. Альш. Амăшĕсем вĕсене пĕр çич-сакăр витре пек (приблизительно) çăра сăра, лайăх сăра лартса параççĕ. || Остановливать. Орау. Ваконсем лартакан çĕртĕ. В том месте, где останавливаются вагоны. || Поставить отметку (балл). Янтик. Сана миçе лартрĕ уччитлĕ? — Тăваттă! Сколько тебе поставил учитель? – Четыре! Орау. Сатачшăн виççĕ лартрĕ. По арифметике поставил три. || Посадить (дерево). В. С. Разум. КЧП. Хаçат çине çапрĕç: йăмра лартмалла, тесе. Çынсем пуплеççĕ: лартакан лартĕ, эпир лартмасан та, тесе [кто хочет — посадить,— и без нас дело обойдется(!)]. О сохр. здор. Урам хушшисене час ӳсекен йывăçсем лартса тултарас пулать. || Вставлять. СКАЗЗ 30. Чӳрече касса, алăк лартаççĕ. || Наносить (нанос и т. п.) Альш. Кăçал лартса хăварнă туйăн çине (на иле, на наносе) кăçалах курăк тăтса, темĕн çӳллĕш ӳсме тытăнать. Баран. 96. Тĕлĕ-тĕлĕпе (на дороге) юр лартнă; ура пуссан, хăш чух ана-ана каять. || Выправить вывих или перелом. Ст. Чек. Лартнă (сикнĕ алла е урана лартаççĕ). Магн. М. 12. Ора-алă хоçăлсан, лартакан, костоправ. || Impigere; всадить (топор). Альш. Пуртă тăршипе (ты̆ржибэ) пуçран лартăпин!.. Смотри, если я ударю обухом по башке!.. Ишек. Ачи пуртă илнĕ те, тӳрех упа çамкине лартнă. Хора-к. Никам та хой (= хăй) порни çие (= çине) портă лартмаçть. (Послов.). || Насадить на что. N. Ват çынсам похăнчĕç, патак тăррине косарсам, сăнăсам лартса, карĕç онта. Ой-к. Вара хай çĕлен Ивана хӳрипе çавăрса çапрĕ те, Ивана пилĕк таран (по пояс) антарса çĕре лартрĕ, тет. || Надевать. Ст. Айб. Пуçне (на голову себе) лайăх çĕлĕкне лартрĕ (старик). Кан. Хăшпĕр чух (иногда) мулаххайне те тӳнтерле е хăяккăн лартса ярать. || Устраивать свадьбу. Н. Седяк. Унтан вара хăтапа хата туйсене кăçан лартассине шухăшлаççĕ. Ib. Арçын туйне, хĕр туйне кăçан лартассине шухăшлаççĕ. Ск. и пред. 72. Тантăшăмсем пухăнсан, кĕçĕр туйне лартмалла. Альш. Çураçса, килĕшсе, лартса илсен, хĕрсем кунта хаклă. Ск.и пред. 72. Хĕвел ансан, каç пулсан, паян туя лартаççĕ. См. ib 73, 74. || Кипятить (самовар). N. Самавар ларт (у нек. хур). Поставь самовар. См. самавар. || Построить. Регули 752. Çак пӳрте номай полмаçт (недавно) лартрĕç. N. Хăш-хăш çын арман айне, арманне лартнă чух, ача чĕрĕлех лартаççĕ. (сажают). || Приделать. Ск. и пред. 12. Икĕ юплĕ хăрăкран ура лартрăм кĕсрене. || Обыграть. Янш.-Норв. Лартрăм (в шашки). || Обянуть, „надуть“, „обдуть“. Календ. 1904. Нумайĕшĕ лашапа лартнипе мухтанаççĕ, çынсем те вĕсене айăпламаççе (обман при продаже лошади). Ск. и пред. 43. Вăл мĕн те пулин халăха лартса, эрех ĕçмелли сăлтав (повод) тупасшăн. N. † Пирĕн кас каччи пит чее леш кас хĕрне лартмашкăн. Орау. Тĕлĕк (сны) мана лартать вăл. || Лгать. СПВВ. КМ. Лартатăн = суеçтеретĕн. N. Эпир пĕрре, хамрăн телей пулман пирки, ачасене çапла лартрăмăр (налгали). || Выпить. Орау. Çук, лартасах пуль ача, темĕскер пыр шăтăксем () пĕтĕмпех типсе ларчĕç ман. || Corie. Якейк. || В качестве вспомогат. гл. СТИК. Вăрра йывăç çумне çыхса лартрăмăр (привязали к дереву). Ib. Иккĕн-виççĕн тытăнчĕç те, ман алă-урана çыхрĕç-лартрĕç. Ib. Пĕрре хĕлле сивĕ шыв ĕçрĕм те, пĕр кунтанах хайхи эп сасăсăр пултăм-лартăм. Толст. Хырăмне çĕлесе лартрăмăр (зашили, собаке). П. Патт. 24. Шапи çăварĕпе (хулă) варринчен çыртса лартнă (mordicus apprehendit). Микушл. Вăрă кĕрсенех, ача пуртă илчĕ, тет те, алăка питĕрсе те лартрĕ (запер), тет. Урмай. Çĕлен Ивана хӳрипе çапрĕ, тет те, чăркуççи таран антарса лартрĕ, тет. Яргуньк. Çын чăнахах та упана çыхса лартрĕ (связал), тет. С.-Устье. Унтан кайран салтак, анса, сарай алăкне шал енчен çаклатса лартрĕ, тет. N. Вĕсем вара киммисене иккĕшне те çыран хĕррине кăларса лартнă. Изванк. Вăсем çын ăрама тухнине те кураймаççĕ, çынна та çиччас пăсса лартаççĕ (испортят). В. Олг. Ашшĕ колсарчĕ (= кулса ячĕ); хай омлаççия варинчен çорчĕ те, тирсе лартрĕ лайăх омлаç торатне; хошăкне сĕрсе лартрĕ самаскăпа, çыхса лартрĕ тоттăрпала. СТИК. Çанталĕк шăнтса лартрĕ (заморозило). N. Лашине чул юпа туса лартрĕ, тет. Лошадь его она обратила в каменный столб. (Срв. Сысна Иван лашине те, чул юпа пулнăстерне (так!), ĕлĕххин пекех лаша туса тăратрĕ, тет.) Абыз. Хĕр пӳрте кĕчĕ те, питĕрсе лартрĕ; старик çӳрерĕ-çурерĕ те, вилчĕ. Изванк. Çав касхине пӳрт чӳречисене питĕрсе лартрĕç (заперли). Т. VII. Çав патакăн пĕр пуçне (конец) шăтарнă, тет те, каллех питĕрсе лартнă (опять заделан), тет. Пшкрт. Порняма алăк хошшине хопса лартрăм (прищемил). Панклеи. Хĕр тӳрех (тотчас) алăка çаклатать-лартать. Полтава. Авалтанхи ĕмĕте (замысел) туса лартам хăль, тесе. Б. Яуши. Алăкне вăрă кĕрсенех питĕрсе лартрĕ, тет. Ердово. Хăш çул, шыв нумай чух, шыв хĕрĕнчи ялсене те шыв илсех лартать (совсем заливает). Якейк. Çанталăк сивĕтсе лартрĕ. Наступила совсем холодная погода. Совсем студено стало. Панклеи. Йăван хорăна вĕренпе кокарчĕ те, çичĕ çолхи ола кĕсрене кӳлсе ларттĕр (запряг). М. Васильев № 3,1. Соха тăвакан çын çакна (его) хĕрхенсе порăкпа хопласа лартать (покрыл). Кратк. расск. 22. Тулли хутаççисене ашакĕсем çинчен çĕре антара-антара лартнă. Букв. 1886. Пĕр каçхине пирĕн, тукăнпа (с ободьями) Чĕмпĕре каяс тесе, тиесе лартрĕç. Ib. 1904. Çӳлтен çăвать, аялтан шăла-шăла лартать (задувает мятель). N. Сăмавара крант çыпăçтарса лартрĕç. К самовару приделали кран. Сятра. Серете çуса лартрăм. Я вымыла пол. Ib. Шотласа лартрăм. Я решил. Кан. Çурт çийĕсене пĕтĕмпех витсе лартаççĕ. Ib. Вăт, куçа шур (бельмо) илсе лартрĕ. Пир. Ял. Чул кăларнă хушăра сасартăк çыран ишĕлсе аннă та, Арçенти Егорăва аяла туса лартнă (завалил). N. Чоаш кĕрĕкĕ тăхăнса лартнă (надел). N. Ĕçсе лартса (напился). N. Эсĕ чоашла лайăх вĕренсе лартса (выучился). Хорачка. Хырăн тотă — çисе лартса (наелся), ĕçсе лартса. N. Вăл пире темиçешер сехет юрлаттарса лартрĕ (или: лартатьчĕ, т. е. заставлял сидеть и петь).

лачкам

промокший на сквозь; мокрый как „зюзя“. Етрух. Ачасем килне тавăрăннă чухне аран утса тавăрнаççĕ, хăйсем лачкам. Шибач. Лачкамах полтăм (совершенно мокрый). Ib. Лачкамах йĕпентĕм. Орау. Паян çăмăр айĕнче лачкам пултăм (промок до костей). Беседы на м. г. Унăн пичĕ çинче куççӳлĕпе йĕпетсе лачкам тунă тутăр выртнă. Янш.-Норв. Шыва кĕрсе, вĕсем лачкам пулаççĕ те, тата урамсем тăрăх витре илсе, çынсене шывпа сапса çӳреççĕ. Альш. Вĕсене (дома) пĕтĕмпе лачкам шыв тунă, нассуспа сайса (поливая). Сред. Юм. Лачкам шыв пôлнă. (Говорят, если очень вспотел). Ib. Ора лачкам шыв пôлчĕ (вымочил ноги). Ib. Чуптара тăркачă, лаша лачкам шывва ӳкрĕ (стала словно искупанная). || Шорк. Лачкам ĕссĕр. Очень пьян.

лаша

(лажа), лошадь. Изамб. Т. Эпĕ часрах вите патне чупса пырап. Унта ик лашаран пĕр лаши те çук. N. Лаша ахаль çĕрелле тапса ячĕ. Лошадь лягнула по воздуху. Пĕр лашапа килтĕмĕр. Мы приехали на одной (т. е. лошади). Н. Седяк. Лашан çуначĕ курăнми çунать (крылья) пулать, теççĕ; ун пек лаша питĕ шеп; ун пек лашана çывăрнă чух кинет (вдруг) тăратсан, вилсе каять, теççĕ. N. † Çил-çунатлă лашана тыткалама кайăк-чĕрелĕ çынсем кирлĕ уна. Регули 618. Лаша ман аттиран илни лайăх. Якейк. Лаша (или: ут) çавăрса кил. Подавай лощадь (напр., если она стоит под навесом). Ib. Лаша исе кил. Подавай лошадь (если её не надо повёртывать. Здесь говорят только: „ут кӳлес“, а не „лаша кӳлес“). Альш. Пӳрчĕсем хыçĕнче, пӳрчĕсемпе пĕр вĕçрен кĕлетĕ-лаççи, лаши-вити. ЧС. Пирĕн пĕр çӳрен лаша пурччĕ. Вăл питех пысăк марччĕ, хӳри кĕлте пек пысăкчĕ, чуманрахчĕ, анчах туртасран (что касается возки) хăй лавне урăх лашана туртма памасчĕ. Б. 13. Лаша пуласси тьыхаран паллă, çын пуласси ачаран паллă. (Послов.). Букв. Лашаран çӳлĕ, автантан лутра. (Йĕнерчĕк). Стал-Яуш. Унтан тата пĕр ватă çын пире каларĕ: кайса пăхăр лашусене, терĕ. Шурăм-п. 13. Танлашсан-танлашсан (поспорив), пĕри, апла пулсан, лаша урлă пуртă тытар! тет. Лешĕ: юрĕ, юрĕ, тытăпăр, тет. Лашана илсе тухрĕç те, каçанĕ урлă (через ее спину) пуртă тытрĕç. Çак çын чăнахах утă çăлса кайнă пулсан, лаши вилмелле, тенĕ. Анчах вилмерĕ. Утта вăл çăлман, такам ют çын çăлса кайнă. Ст. Шаймурз. Тĕлĕкре ялтан лаша кĕтĕвĕ хăваласа кайсассăн, çынсене ялтан вăрçа хăваласа каясса. Юрк. Ураписем пысăк: хăш урапине икшер, хăшне виçшер лаша кӳлнĕ. N. Пирĕн патра кирек хăçан та, каç пулсан, ачасем лашасем çитерме уя е вăрмана кайса выртаççĕ. Вишн. Лаша хăй çинĕ хăклăх анчах ĕçлемест. N. Вăл икĕ лашапаччĕ: пĕри хураччĕ, тепри хура турăччĕ. Мыслец. Лаша урлă алă парам! (Клятва, уверение). Сред. Юм. Лаша копарчи тесе, лашан кайри ôри тĕлĕнчи каçанне калаççĕ. Ib. Лашана илсе кил. Приведи лошадь. (Кӳлнĕ лашанах пăртăк аякрарахран илсе пыр, тессине калаççĕ). Ib. Лашана çавăрса тăратрăм. Я подал лошадь. Ib. Лашана çавăрса патăм. (Лашана пăтратса патăм, тессине: лашана çавăрса патăм, теççĕ). Тогаево. † Пирĕн лаши лашалла, ешчĕк çинчи çăмарта пек. Изамб. Т. Хăшĕ пысăк „лаша пусакан“ çĕççине сулланă. Иные потрясали большими ножами. СПВВ. Х. Лаша пӳленнĕ. Орау. Лаша çамрăк-ха, йăвăр ĕçпе ытла лутăрканать. N. Лашапа пыра-пыра илме хушать пулмалла. Видно велит приезжать за ним на лошади. Г. А. Отрыв. Çумăра хирĕç тăракан лаша çунатлă, тет. Сунчел. Ах, турă çырлах, лашисем, пĕккисенчен çӳлĕ пуçĕсем! К.-Кушки. Лашана тилкепе хур. Взвозжай лошадь. Якейк. Çынăн окçа сахал полсан, калать: паян пасарта пĕр лашалласкер тупса илеймĕп-ши, тет (купить бы мне какую нибудь лошаденку на эти деньги). N. Лашасемпе çӳремен. Не ездил на кормёжку. N. Лашана тыткалама (обращаться с лошадью) пĕлмес. N. Вăл лаша таврашне пырса çулăхман, çавăнпа лашан йĕркине пĕлмес (не умеет обращаться с лошадью). N. Вăл лаша таврашĕнче çӳремен (не обращался с лошадью). Çĕнтернĕ 44. Лаша тăрасшăнах мар, татса каясшăн. Пухтел. Лаша мурĕ (гов. о крутой горе). || Мерин. Слакбаш. Ку лаша-и, кĕсре-и? Это мерин или кобыла? N. Кастарнă лаша или хусах лаша, мерин. || Импотент. Городище. Лаша (= мерин) — мужчина, страдающий половым бессилием. Ib. Хĕветюка лаша тунă. Федора лишили опособности вступ. в п. сн. || Килевая кость. СТИК. Автан-чăххăн таçтĕлти шăммине лаша теççĕ. Арçын ача çав лашине çисен, ун лаши ывăнат, тет. (т. е. устает лошадь в дороге. Поверье). Изамб. Т. Чăххăн лаши пулат („кость между ног’’). Сред. Юм. Лаша (кость у птицы). У куриц, на нижней части тела, есть особая тонкая, большая кость, которую называют этим именем.

лашман

лашман. М. Рус. Лашмансем тесе, ĕлĕк салтака каяс вырăнне лашман йывăçĕсене турттаракансене каланă, çавăн пеккисем пирĕн Емел-пуçсем пулнă. N. Эх, лашман хырăм! пăркаланаймастăн, мăнтăр сысна! || СТИК. Лашман сăмса, большой, приплюснутый нос. Ib. Лашман, прозвище одного человека с таким носом. Ib. Лашман — тяжелый, неукдюжий человек. || Доска для вывозки снега. СПВВ. ТМ. Лашман – юр турттаракан хăма; ăна пĕр чалăш тăршше хăмана илсе, хăман икĕ пуçне кантăра хурса (вдевши), кантрисене сӳсмен пăявĕнчен çыхса, юра карта ăшăнчен çав лашманпа турттарса кăлараççĕ. || Йемелкке-Т. Лашман – çуна пек япала, унпа арпа (мякину) туртаççĕ. Пыçăк мар, ансăр, тăрăхла; ăна паявпа çуран туртаççĕ.

лекке

(лэккэ), леха. Изамб. Т. Кайтăра аксассăн, пусине татма леккен-леккен уйăраççĕ (устраивают гряды, между которыми идут дорожки). Ст. Чек. Лекке – акмашкăн çураççĕ. Ib. Лекке çур-ха! Ib. Акса тухма аван пултăр, тесе, анана лекке çураççĕ; леккен сарлакăшне (ширину) виçĕ хăлаç тăваççĕ; çав виçĕ хăлаçа акаканни тырă пĕрчисемпе сапса тухат, пĕр пуçĕнчен тепĕр пуçне çитиччен. Çур теçеттинере пилĕк лекке тăваççĕ. Ib. Лекке хушши – борозда, межа между „лекке“. Кантăр лекки, сарлакăшĕ çуршар, хăшĕ пĕрер тăват, халаç. Пуса-кантăр татаканĕ йăранĕпе пырат, икĕ енчен те çуршар лекке илсе пырат. ТММ. Кантăр лекки хушшинче сурăхпа выртнă пур-и? (Кĕпе). ЧК. Кăнтăрла трупа пулать, каçхине лекке. (Кĕççе). Ib. Сат тăрат; сатра 12 лекке, леккинче 4 йăран, йăранче (= йăранĕнче) 7 купăста. (Çулталăк, уйăхсем, эрнесем, кунсем). О земл. Алăпа акнă чухне малтан ана çине леккесем (= алă йĕркисем) тăваççĕ. См. алă хушши.

ленкер

(лэҥгэр), ветреница. Карамыш. СПВВ. ЕА. † Утă капанĕ хывсассăн, ленкер яма ан манăр, эсир качча кайсассăн, пире те ан манăр. Ib. Ленкере капан тăррине çил илсе каясран яраççĕ. СПВВ. ПВ. Яркăч, ленкер, йывăрлăх — одно и то же. СПВВ. ФВ. Ленкер – йывăрлăх, улăм витнĕ хуралтсем çине улăма çил вĕçтерментен (у др. сказали бы: „вĕçтересрен“) йăвăç çакса янине ленкер теççĕ. СПВВ. ГЕ. Ленкер улăм витнĕ çурт çине урлă пушăтпа çыхса яраççĕ. СПВВ. МС. Ленкер — курăс хуп витнĕ пӳрт çине яраççĕ. КС. Ленкер — на строении, для удержания соломы. Тюрл. Ленкер = ортмах (на крыше). Зап. ВНО. „Пуçу çине ленкер çакмалла пулнă. Сан çине йăвăрлăх хумалла. (Последнее выражение применяется к непоседе)“. Ib. Ленкер = уртмах, притужины. Изамб. Т. Ленкер; хуралтă çине улăм витсен, ăна ленкерпе пусараççĕ (пригнетают). || Огниво на мельнице (на нем два „пăрăс“). Шундряши. || Переклад, связывающий вверху две сваи на плотине. Шундряши, Шумерля.

леререхрен

более оттуда. N. Леререхрен илсе килнĕ шыв, вода, принесенная из места, находящегося туда подальше (дальше).

лотăрт

(лоды̆рт), подр. звуку при отрыве нек. растений или их корней. Б. Олг. Потран кĕпçине (борщовку) татсилтĕм: лотăрт! Ib. Йӳçе ( = йывăçа) вăрманта кăкланă чох аваса исе ( = авса илсе) тортатăп; кăкланса килнĕ чох: лотăрт! терĕ.

лутка-кимĕ

лодка. Ст. Чек., Трхбл., СТИК. ЧС. Ăна вара (утопленника) лутка-кимĕпе кĕрсе илсе, çерем çине кăларса выртарчĕçĕ.

луччă

(луццэ̆, луччэ̆), лучше. Тип.-Сир. Акă эпĕ, хулана кайса, эсĕ укçа тупнă, тесе, хуçасене калатăп (скажу); укçуна илсе кайччăр, сана та, мана та ан пултăр луччĕ, тенĕ. Ст. Чек. Акăш-макăш тумланнă ку аван, çынсенчен луччĕрех тумланнă (в одежду ярких цветов). См. акăш-макăш. БАБ. Ку ачăра эсир килте усра-усрах пăсса пăрахрăр, луччĕ пальнитсана илсе каймалла, унта муш (может быть) чĕртĕччĕçĕ, тетчĕçĕ, тет,

лăка

(лы̆га), бодтать, мешать, взбить. Кан. Анне ясмăк çăнăхĕнчен кĕсел лăкаса пачĕ. Ст. Чек. Турăха кашăкпа лăкарăм (болтал). Календ. 1910. Пĕр-ик кашăк горчицă илсе, ăна пĕр-ик кашăк йывăç çăвĕ çине ярса лăкас пулать. Ib. 1904. Вара çав ватнă кĕрпене вĕри çу çине ярса лăкас пулать. || Творить (тесто). Изамб. Т. Каçхине чуста лăкаса лартаççĕ те, ул тепĕр кун ирччен йӳçет. Ст. Яха-к. Хĕрарăмсем çăварни кунĕ ирех тăрса, икерч пĕçерме пĕр-пĕр хуран çине, лĕпĕ шыв çине урпа çăнăхĕ е пăрçа çăнăхĕ лăкаса лартаççĕ. Яргуньк. Карчăкки килте икерч лăкарĕ, тет, кăнтăрла вутă хуттăрĕ, тет те, икерч пĕçерме тапраттăрĕ, тет. || Трясти, качать. Хурамал. Çĕре пĕчĕк юпа лартсассăн, ăна ачасем пырса лăкасан: ан лăка, теççĕ. Сред. Юм. Ачана пит лăкаса шăмми-шаккине ан ыраттар. Торп-к. Улĕ (сын его) вĕренне лăкарĕ, тет те, çичĕ ял çынĕсем ăна тортса хăпартрĕç, тет. Торай-к. † Авиç килет пирĕн ати, хура лашине сиктерсе, хура пĕккине лăкаса. || Орау. Çил тырра-пулла лăкаса кайни пурне те ларать-çке вăл (для всех убыточно). || Качать (о насосе). Пшкрт. Лăка (лы̆ҕа), качать насос; болтать (кисель). ЧС. Насусне кайран улттăн лăкаса тăраççĕ (на пожаре). || Болтать (в чём, где). ЧС. Шывран сĕтĕрсе кăларсан: хăстăр, тесе, çăварĕнчен хур-шăммипе лăкарĕç, çапах та хăсмарĕ.

лăкăштик

(-τиык’), то же, что лăкăшти. Собр. Лăкăштик инке шыва анать. (Кăвакал). || СТИК. Уксак çын лăкăштик! лăкăштик! туса пырат. Лăкăштик туса, питĕ хытă хăрах урипе уксакласа, хирĕнсе илсе пырат. Лăкăшт-лăкăшт туса пыракан вăл тĕрлех уксак мар, лăкăштик-лăкăштик туса пыракан пек. Вăл хирĕнсех чалăшса пусса пымаст.

лăм

(лы̆м), влага, влажность, сырость. Изамб. Т. Кăçал çĕрте лăм пур. Череп. Лăм тăрат (сырой воздух, по утрам, при тихой погоде, во время цветения ржи). Утăм 9. Сĕлĕ урпа çейăлккăпа лăм пĕтиччен акас, теççĕ. Сред. Юм. Çĕрте лăм та çôк. Земля без дождя совсем высохла. СТИК. Лăм ӳкнĕ. С вечера пала роса, утром все предметы отсырели. СПВВ. Лăм илсе юлнă. Сред. Юм. Çĕр лăм илсе юлнă. Ир. Сывл. 6. Лăм — нурĕк, сывлăм. Ib. Тăван чуна сыватма, сăвă тупса, лăм парар; пурăнăçа юсама çул шырама вăй парар! Шел. 122. Ту хыçĕнче айлăмра, нӳрлĕ вырăнта, лăмра, епле чăваш шкулĕ... витĕр курăнса ларать. Нурăс. † Шăпăр-шăпăр çăмар çăвать, ыраш кутне лăм парать. Якейк. Çын хытă ĕçес килнĕ чох тăраниччен ĕçмесен: лăм анчах полчĕ, тет (= лишь слегка утолил жажду).

лăп

(лы̆п), низина, лощина. С. Дув. Лăпра улма йывăçĕ, ларса юлчĕ шăпчăкĕ. N. Вăл пĕр çынна илсе çырма патĕнчи лăпри чăтлăха аннă. N. Çак лăпран пуçне ăна (медведю) ниçта выртма та вырăн çук. См. лап.

лăпăр-лапăр

(лабы̆р), подр. хлопанью крыльями. Городище. || Подр. кипению. Якейк. Шу вĕренĕ чохне лăпăр-лапăр тăвать. || Очень грязный и вязкий. Якейк. Лăпăр (лы̃бы̃р)-лапăр çолпа пымалли та çок. Нельзя ехать по очень грязной и вязкой дороге. || Грязный. Ст. Чек. Ирсĕр, лăпăр-лапăр, юхан-шăтан, сĕлекелĕ. || Кое-какой, неважный, дрянной. N. Сайра çыннăн лăпăр-лапăр йывăç ларткаланă: пилеш-çĕмĕрт-хăва пекки, е пăçина-акартси (бузина и акаци). N. Лăпăр-лапăр йывăç (дрянные). || Хлам. Питушк. Пуçтăрас çак лăпăр-лапăрсене. Срв. Сред. Юм. Пит лăпăр-лапăрлă япалана хаклă парсах ан илĕр (не чистый). Ib. Алкомне кам лăпăр-лапăр илсе кĕрсе тôлтарнă ôнта (натаскали сору)? ГТТ. Акă сире хамăн лăпăр-лапăрсенчен хăшне-пĕрне (некоторые) пуçтаркаласа яратăп. (Сказано о рукописях). Альш. Халĕ ĕнтĕ унта шăтат лăпăр-лапăр курăк. || Ненастная погода. Городище. Лăпăр-лапăр тăрат. Стоит ненастная, (или грязная) погода. СТИК. Кĕркунне çанталăк питĕ лăпăр-лапăр пулат. Ib. Лăпăр-лапăр вăхăтра (в грязь, в слякоть) çула кайма тиврĕ.

лĕстĕр-лестĕр

(лэ̆стэ̆рэстэ̆р), подр. слабому стряхиванию. СТИК. Япалана хушсан, пĕр те тĕплĕ тумастăн. Çак минтер питне, тӳшек çиттине силлеме хушрăм; вăл тула илсе тухрĕ те, лĕстĕр-лестĕр! тутарчĕ те, килчĕ-хучĕ (стряхнул очень лениво, кое-как, два три раза только). Якейк. Молча милкине (старый банный веник; он идет на метение избы) силлесен, лĕстĕр-лестĕр (у др. лĕстĕр-лĕстĕр) тăват. См. пытяк милки.

лякка

(лакка), то же, что ляк. Шорк. Альш. Ан пыр унта, лякка! Не ходи туда, там бяка (говорят ребенку; то же, в Сред. Юм.). Якейк. Амăшĕ пĕчĕк ачайăн сăмсине шăлса илсе: вăл ӳлĕм сăмсине ан йохтартăр, тесе, ăна сăмсине кăтартса, калать: ай-ай лякка! Сред. Юм. Лякка — какая-нибудь грязная вещь (детск, назв.). N. Таса мар япалана ачасем лякка теççĕ.

пĕр май

с одной стороны. || Потихоньку; постепенно. N. Пĕр май порнатпăр. Живем так себе, средне. N. Халĕ килте пĕр май пурăнатпăр (живем потихоньку). Юрк. Тепри те ăна хирĕç, савăнса: турра шĕкĕр халĕ, тăван, пĕр май çӳретĕп. Ху епле, аван çӳретне, чипер пурăнатна? тет. Вишн; 64. Ача çурални çур çул иртсен, сĕтне пĕр май ытларах, шывне сахалтарах илсе хутăштарас пулать. || Постоянно, всё время. Янш.-Норв. Итем кати хыçне тухса, прех май ют яла пуç сырма каяççĕ. СВТ. Çав шатра лумписем (= хăмписем) шуралса улт-çичĕ кунччен пĕр маях (всё) ӳссе çитĕнеççĕ. || N. „Пĕр май“ же или в кровном родстве (брак) разрешался в 7-ой степени.

мая яркала

лечить, поправлять. N. Хăна ху мая яркала. Мая кай, улучшаться, поправляться, итти в ход, к улучшению. ЧС. Ку сирĕн лашăра чĕртме юмĕç ĕçĕ мар, кăна кăлат (кладь) хумалла; кăлат хурсан, мая кайĕ мушĕт, терĕ. Сборн. по мед. Чир мая каймасан, çын вара хăвăрт начарланса пырат. Ib. Чир мая кая пуçласан, çурхах пеккисем те, юн та, лăйма та тула тухнинче пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн сахалланаççĕ, тула туху та сайралат; чирлĕ çын вара ерри-йĕррипе сывала пуçлать. Ib. Вара çапла тусассăн, вăл çыннан пурнăçĕ мая кайĕ (ураланĕ вăл). Б. Яуши. Вара, аптраса, хуçа килĕнчи çуртасене илсе, пурне те пĕрле сӳнтерме тытăнчĕ, тет, анчах ĕç мая каймасть, тет.

майĕпе

потихоньку; постепенно. Аттик. Хĕвел пĕçернипе юрсем майĕпе ирĕлсе пĕтеççĕ. Шурăм-п. Кайран хуллен тухса (из оврага), Атăл çине майĕпе пырса пăхатпăр. Нижар. † Çак ял ачисем хĕр тиркерĕç, тупайрĕç-и-ха майĕпе? Календ. 1911. Чылай çӳресен, вăл майĕпе (scr. майпе) анма пуçланă. Сам. 10. Сар ырашлă тыр ани çăралать майпех. КС. Майĕпе анчах пырать. НТЧ. Çапла пурне те хатĕрлесе çитерсен, хай (упомянутая) арăм пĕр пĕчик чашăк çине пăттине антарать, тата чашăк хĕррине пĕр пашалу, виç юсман хурать. Изамб. Т. Майĕпе сиктерсе илеççĕ пĕтĕм сарăм пĕтиччен. || По (направлению). Ярмушка-к. † Уй хапхине, ай, пир сартăм карта (изгородь) кукри майĕпе. || Вследствие, по мере того, как; сообразно, по. Альш, Ку ача çул çинче пĕр утă лавĕ тĕл пулат та, çиес килнĕ майĕпе çăтат-ярат, тет. Янтик. Ача, аташнă майĕпе, вырăн çинчен тăра-тăра, пӳртре çапкаланса çӳрет. Ходите во свете. Школа (шкул) çывăхра майĕпе (так как ш. была близко) юрлă çынсем те ачисене çӳретме пултарнă. О сохр. здор. Типĕ тумтир тупса улăштарма питех май килмесессĕн, çав çири йĕпине пӳртре ăшă çĕртре çирех майĕпе типĕтме те юрат. Çутт. 112. Çур майĕпе хресченсен ĕмĕрхи, асран кайми ака-суха (пахога) шухăшĕ вăранать. Кан. Кĕçĕн шкулсем юрăхлă ачасем тăратнă майĕпе тин техникумсене кĕме çителĕклĕ вĕрентме пултарĕç. Букв. 1904. Хайхи качака ухмах майĕпе пусса (в колодец) тилĕ çине сике парать. N. Вăрçа хатĕрленсе тăман майĕпе, вăрçă ĕçне пĕлмен майĕпе, е вăрçăра виле-виле пĕтнĕ, е вăрмансене тара-тара пытаннă. Вино-яд. Эсир хăвăр пĕлмен майĕпе анчах эрех ĕçме хушатăр. Альш. Пупĕ ывăннă майĕпе аран-аран уткаланă. (Сказка). N. Йорĕ-çке, окçи майĕпе пырать! Ладно, по деньгам и покупка! (Гов., когда купят дешевую и плохую вещь). ЧС. Тата лашасене тытнă чух, хăранă майĕпе алă-ура чĕтресе, лашасене те хăпăл-хапăлах тытса, сиксе утланмалла мар. N. Çыру тăрăх, ăс пухакан, вăхăт килнĕ майĕпе, (в благоприятное время досуга) пухса пырать ăна. Шурăм-п. 28. Пĕри ӳсĕртерех майĕпе (будучи пьяноват), тӳпелешсен тӳпелешсен, пуртă илсе тухнă та, мăйĕнчен яра панă (хватил). П. Патт. 28. Кăвакалсем хытă вĕçсе пынă майĕпе вăл хăй кăшкăрса янă. Орау. Сăвă майĕпе кашни ача çине пӳрнипе кăтартса, утса çавăрнат. Чав. юм. 1924, 57. Хурăнсем çил çук майĕпе (так как нет ветра) шăпăрт тăраççĕ. Никит. Вĕсем те пулин начар, апат çук майĕпе (от бескормицы) пулас. Шурăм-п. Вăхăт иртнĕ майĕпе çумăр çывăхарса килет. Образцы. Вунçичĕ çулхи сасăçăм, çаврăнать купăс майĕпе. Ib. Кĕмĕл çĕрĕ, мерчен куç çаврăнат ăстан майĕпе. N. Кам салтака каяс мар майĕпе хăйне мĕн те пулин тăвĕ. Сам. 73. Хăй майĕпе ĕçлеме пулнă унăн ват лаша. Алешк.-Сапл. † Кĕмĕлех те çĕрĕ çырулă куç, çаврăнать-çке çыру майĕпе.

майлаштар

понуд. ф. от майлаш. (устраивать и пр.). Альш. Çапла майлаштарса пурăннă вĕсем. Толст. Вĕсен пĕчĕкçĕ ывăл ачи урайĕнче хăма татăкĕсемпе выляса темĕскер майлаштаркаласа ларнă (что-то устраивал, налаживал). Кан. Крематори çуртне Донской мăнастир чиркĕвĕнчен майлаштарса тунă. Ib. Кил хуçине майлаштарасшăн, хăй çуттине (водки) илсе килтерсе ĕçтерме пуçлать. Орау. Мункунччен еплĕ-те-пулсан çак пир-авăра майлаштарасчĕ (нужно бы покончить с тканьем). Ib. Ачана майлаштар-ха (уйми), кус, тек макăрать. Чем люди живы. Çавăн пекех пур çын та хăй майлаштарнипе мар, пĕр-пĕрне юратса пурăннипе чĕрĕ пулать. || Чинить. Альш. Вĕсем вара, лаша вити тупса, ăна тасатса, майлаштарса лартаççĕ. Орау. Çак хапха таврашне майлаштарсан, кĕлет çине витсĕ пăрахсан, тата картари тирслĕке тăксан, пит пуç çинче тăракан ĕçсем пĕтетчĕç те-ха...

майлă

похожий, подобный; похоже, подобно. N. Çавăн майлă, подобный этому. N. Санăн калаçни те (наречие) çавсен майлă. Пшкрт. Майлă çын = йосо çын. Виçĕ пус. 6. Çĕртен çапла пĕр тĕрлĕ япаласем илсе тăнăран, вĕсен çимĕçĕсем те пĕр майлăрахах пулаççĕ. Альш. Мĕнле майлă-ши кусенĕн урамĕсем? Сред. Юм. Çавăн майлăрахах. Подобный ему. Регули 641. Чăваш майлă (чăвашла майлă) томтир пор. Ib. 1263. Çармăс майлă томланчĕ. СКАЗЗ 55. Ыттисене вĕлернĕ майлах кăна-та... хĕçпе, çывăрнă чух, пĕрре çапса вĕлерет. || Красиво. Образцы. Улача кĕпенĕн умĕ ука: умĕсенчен пăхсассăн, майлă-çке. Кан. Çуртсене кунта майлă лартаççĕ. ЧП. Вырăси выртсах кулайрат, майри майлă кулайрат. || Удобный, годный; удобно, годно. Ст. Чек. Майлă; 1) удобно, 2) подобно; сысна майлă, как свинья. Ib. Майлă мар, неудобно. Сборн. по мед. Ача (при родах) майлă килсен, ăна илесси йывăр ĕç мар; анчах майсăр килсен, вара часрах доктор патне ярас пулать. N. Майлă лар (напр., о брошенном ковше: упасть отверстием вверх). || Сходно, выгодно, подходяще. Зап. ВНО. N. Хăйсене епле майлă (выгодно), çапла каласа ларнă (говорили). Юрк. Унта ман майлă хыпар калаçаççĕ. || По (иногда с дат. п.). ЧС. Сĕрен кашни ялта урăх майлăрах (несколько по-иному) тăваççĕ: хăш ялта ут яраççĕ, хăш ялта çуран çăмарта пухса çӳреççĕ. Изванк. Сана виçĕ лашапа, кӳмепе хĕвел майлă ăсатса яратпăр. (Изгнание мора). Ходар. Пăтă чӳкленĕ чух тытса тăнă куркисене (ковши, которые держали во время моленья кашей) чĕрес çине тытса, хĕвеле майлă (посолонь) виççĕ çавăрат... (чӳклеме). ТХКА 110. Эс калашле, анаталла, хĕвеле хирĕçле майлă утар (пойдĕм) эппин. Регули 1261. Çолсăр çĕрĕн çол майлă каять. N. † Окошка умĕнчи кăвак çеçки пӳрте майлă выртмаççĕ, йăлт хирĕçле выртаççĕ. N. Вара ура сырнă майлă кантăрисене çыхаççĕ (покойнику). N. Ик майлă çул. Якейк. Воник чăрăш пĕр котран, тораттисам пĕр майлă (в одну сторону). Абыз. † Вуник çăка пĕр кутра (так!), турачĕсемĕр хăй майлă, çулчисемĕр çил майлă, хальхи хĕрсем яшă майлă (похожи на парней). ЙФН. † Пирĕн лаши кил майлă, хӳри-çилхи çил майлă, эпĕр хамăр туй майлă. (Свад. п.). Толст. Пур япаланăн та пайĕсем (кристаллы) хăйне майлă (на свой особый лад) пулаççĕ. || За, согласно с... Юрк. Эсĕ те вĕсем майлă калаçатан. Регули 1262. Манăн майлă пол. N. Порте он майлах поплеççĕ. Кан. Хăйне майлă çавăрасшăн. N. Ялти ĕçлĕ çынсем ĕçе пуян майлă (в пользу богатых) анчах тунă. ЧС. Ертеллипе пĕр майлă пулаççĕ (сговариваются). N. Пĕр майлă пул, согласиться. N. Вĕсене ĕçлеме майлă пулнă. СТИК. Пире майлă мар кунта; атя часрах шăвар! Нам здесь не сдобровать; уйдем скорее тайком! Чăв. й. пур. 20° Патакăн вĕçĕ иккĕ, хашĕ вăйлă, ун майлă пулать. V. S. Унăн майлă, его сторонник. || Около, приблизительно. N. Ултçĕр пăт майлă тырă.

макарав шĕлепки

шляпа с Нижегородской ярмарки. Употр. этого выраж. основано на след. П. И. Орл. Пĕр çынăн Нижнине, Макарав ярмăкне, япаласем илме каймалла пулнă, тет. Çаккăн ачи унччен темшĕн яланах макăрса (кӳтсе) çӳренĕ, тет. Пĕрре çак çын, хăй каяс умĕн: ан йĕр, ярмăкран Макарав шĕлепки илсе килĕп, тесе калать, тет. Кайнă, тет, хайхи çын Макарава. Йĕрекен ача темĕн тĕрлĕ кĕтет, тет, ашшĕ Макаравран шĕлепке илсе килессе. Ашшĕ килсенех: шĕлепке илсе килтĕн-и? тесе калать, тет, ачи. Канăçсăрлансах аптăрата пуçларĕ, тет, çав тулăксăр ача. Пĕрре çак ача, шĕлепке илсе килменшĕн çиленнипе, шăртне шăнараймасăр, пĕр чĕрес сĕт тăкса янă.— Мĕн турăн капла, ăнман? тесе калать, тет, амăшĕ. Хăвăр мана Макаравран шĕлепке те исе килсе памарăр! тесе калать, тет, ачи — Акă вăл. Макарав-шĕлепки, эпĕ ăна Макаравран илсе килтĕм! тесе, ашшĕ çăпата туса ларнă çĕртен сикрĕ (scr. сикĕрĕ) тăчĕ, тет те, ăшалантара пуçларĕ, тет, ачине пушăтпа. Макарав шĕлепкине туянсан, кайран хайхи ача е йĕрин, тет. КС. Эп ăна Макарав шĕлепки тăхăнтартрăм (влепил, ударил; „задал перцу“). N. Ку та çитĕ халь, куншăн та Макарав шĕлепки тăхăнасран чун çук (страшно боюсь, как бы не попало, не „влетело“).

малти ампар

„передний амбар, клеть“, около избы. КАЯ. Атте, витене кайса, хайхи ула тьыхана çавăртса (= çавăтса) тухрĕ те, малти ампар патне илсе пычĕ.

масмак

назв. головного украшения. Якейк. Арăмсен пуçра масмак, мăйра сорпан. Ягудар. Масмак — сорпан çыхмалли, холха тĕлĕнчен çыхаççĕ. СПВВ. ГЕ. Масмак — хĕрарăмсен пуç урлă хурса янах айĕнчен çыхмалли. ЙФН. † Сарă кайăк, сар кайăк, ман йăмăка куртăн-и? — Ай куртăм, ай куртăм, сентел масмак аллинче. Сĕт-к. † Апи масмак сотас, тит, калош илсе парас, тит. Тораево. Асламас кĕпери авăнчăк. (Масмак). ПВЧ 127. Аллапки пек масмакăм та,— кĕçĕр пире вĕлерĕç,— с(ă)рап-кĕперри пултйр-и та. N. Анатри чăвашсем масмака пĕлмеççĕ, масмака тури чăвашсем хушшинче енчах тĕл пулма пулат.

маçтăр

(масты̆р), мастер. Альш. Эсĕ вăрра ай-ай маçтăр иккен! Питушк. КС. Маçтăр, мастер, умеющий. БАБ. Кĕлтума ăна пурте кĕлтумаççĕ, пĕр кĕл таврашне пит маçтăр старик анчах кĕлтăват (читает молитву), ыттисем пурте, çĕлĕкĕсене илсе, сăхсăхса анчах тăраççĕ. Орбаш. Эсĕ мĕнтен маçтăр? — Эпĕ, тит, апат çима, тата эреке ĕçме маçтăр, тет.

маткăлла

назв. игры. Якейк. Пилĕк порня пак чол илеç те, вылляма тапратаççĕ. Валтан минче тохмаллине калаçаççĕ (тваттă, пилĕк, олттă тохаççĕ). Маткăлла теминчейĕн вылляма та йорать. Пĕри пилĕк чола алла илет те, çĕре прахать. Çомăнчи: так! тет. Так, тесен, чолсене, темле йонашар выртнă полсан та, илме йорамаçть; çомăнчи: так, тииччен: не так, тесен, илсе, тепĕр хут прахма йорать. Çĕрте выртакан чолсенчен пĕрне, ыттисене тапратмасăр, илет те, çав чола çӳлелле прахать; чол çӳлтен ӳкиччен, аялтан пĕр чолне илет те, çӳлтен ӳкекенне тытать. Çапла виççĕшне те тапратмасăр пĕрерĕн тытса пĕтерсен: пĕрепе тытрăм, теççĕ. Онтан иккĕпе тытаççĕ, икĕ хут икшер чолăн; виççĕпе тытнă чох пĕр чолне пĕччен тытаççĕ, каран виç чолне пĕрле тытаççĕ. Тваттăпа тытнă чох, тват чола пĕрле тытаççĕ. Тваттăпа тытсан, соль (?) тăваççĕ; каллях тваттăпа тытаççĕ. Каран ал виттĕр кăлараççĕ. Солахай алла, шĕвĕр порняя вăта порня çине утлантарса, пуç порняпа варĕнчи порняя хошă-хăварса çĕре посаççĕ. Сылтăм алăпа çав хошă умне солахай алă орлă чолсене прахаççĕ. Каран пĕрерĕн кăлараççĕ. Çаксене порне те туса пĕтерсен: пĕре тохрăм, теççĕ. Ib. Маткăлла пилĕк чолпа вылляççĕ. Малтан çав пилĕк чола алла тытаççĕ те, çĕре прахаççĕ; каран çĕртен пĕр чолне, ыттисене тапратмасăр, илеççĕ те, çав чола çӳлелле утаççĕ; çав чол çӳлтен аннă вăхăтра çĕртен пĕр чолне илеççĕ те, çӳлтен анакан чолне, çĕре ӳкермесĕр, тытаççĕ. Çапла порне тет тытса пĕтерсен: пĕрепе тытрăм теççĕ. Çанашкалах иккĕпе, виççĕпе, тваттăпа тытаççĕ, каран ал виттĕр чолсене кăлараççĕ.

мачча

(мацца, мачча), подволока (от русск. матица). Нюш-к. Маччана шыв кайнă Маччара кушак-кайăк нуммай. Синерь. Мачча тăрне çĕçĕ чиккĕр (воткнул). Чаду-к. Вăл, мачча тăрне хăпарса, мĕн пур каткинчи пыльне çисе янă. Ib. Пуçтарсан-пуçтарсан, вĕсем каткапа çӳле маччана лартнă. N. Унтан старикки маччана улăхать, тет. || Матица. Шурăмп. Хăтана пынă каччă тĕпеле маччаран иртсе ларсан, хĕрĕ качча пырать; алăк патĕнчех ларсан, пьшасть. Письмянка. Мачча, матица. Сред. Юм. Мачча тесе, пӳрт тӳпи хăми айне ôрлă хôракан чотланă пĕренене калаççĕ. Ib. Маччаран йон кăларни (фокус). Фокăс кăтартаканни, пĕр кôрка шыв ăсса, шĕршлĕ (кочедык) илсе, покан çине тăрать те, маччана шĕршлĕпе (= шĕшлĕпе) хыркаласа тăрать. Вара шершлине нарушнă яра парать те, фокăс кôраканнине: илсе пар-ха, тет. Леш шĕршлĕ илме пырсан, пуçĕ çине кôркари шыва яра парат. Çав вара фокăс курни пулать. || Потолок. Уганд. Мачча лутра. Потолок низок. Собр. Пӳрт маччинче çур çăкăр выртать. (Уйăх).

мел

(мэл’), способ, сноровка. Кн. для чт. 158. Вĕсене çынсем илсе ан кайччар тесĕ, тĕрлĕ-тĕрлĕ мел тупать. Ib. 142. Пире пур ĕçре те мел кирлĕ. Ib. Курак, вăйпа ĕçеймесĕр, ăспа ĕçме мел тупать. Чăв. й. пур. 32. Тата хăй ăçта сутă тума хăтланса, ăçта çип пĕвеме, хăй пĕлмен ĕçе тытăнса, хăй меле пĕлмен пирки (не имея сноровки), юлашкине те салатса пĕтернĕ (расточил). Сред. Юм. Мел пĕлсен, кирек хăш ĕç те ансат. Кильд. (Тет.). Ах, тантăшçăм, теп, пĕрех чунçăм, пĕрле пуранмашкăн мел кирлĕ! Альш. Мел пĕлен пурне те тăват. Знающий сноровку всё сделает. Ib. Кĕрешме мел пĕлет. Рук. календ. Прокоп. Пĕр мелне вĕренсе çитсен (если раз...), хурт тытасси нимен те мар (очень легко). В. Шинкусы. Эпир ăна епле пăрахма (т. е. деньги, çул хĕрне) мелне те пĕлес çук. (Пăсташ). N. Кайран, ку мелпе улталайманнине кура, хăратма тытăнчĕ. Чăв. й. пур. Ăна вĕлерес тесе, шухăшласа çӳренĕ, анчах ниепле мел тупайман. || Приём. Альш. Йăкăп-йăкăл! шуса кăна пыраççĕ хĕрсем урайĕнче: аллисене капла, аллисене çапла тыта-тыта çаварăнаççĕ. Пур мелне те иккĕшĕ пĕр вăхăтра тăваççĕ. || Чăв. й. пур. 7. Ку ĕç сирĕн пĕртте меле килмес. Это ваше дело — негодное. СПВВ. Ĕç меле килмес (не ладится). || Возможность; удобство. Ст. Чек. † Тимĕр-кавак лаша, кăтра çилхе, мел килмерĕ (не было возможности) тытса утланма; çавă Аслаксу (= Аслă-Аксу) хĕрсене мел килмерĕ тытса чуптума. (Çамрăксен сăвви). Сред. Юм. Мел пôлсан, çавăн чôл çиленнипе мана тем туса пăрахĕччĕ те ô; мел çôк та, ним те тăваймас. Ib. Мел пôлсан, çĕр тепнех анса кайăттăм! (от стыда). Н. Шигали. † Хура вăрман урлă каçнă чух, мел килмерĕ çăка касмашкăн. С. Дув. † Тата кунтан ытла мĕн кирлĕ? Сарă çу пек ирĕлме мел кирлĕ. Юрк. Укçа тĕлĕнче тапратса калаçма мел килмерĕ. См. Paas. 85.

мемелле

(мэмэллэ), то же, что мамале. Тюрл. Халь чӳк тума вăй çитмес, мемелле парса хорас (шорă тотăрпа таса çĕре хорать окçа, çуса — таса посса, таса çĕре (обещаться тăвать). Сред. Юм. Мемелле — тăхланран çапса, çӳхетсе тунă нôхрат пик япала. Ib. Пĕррĕ (= пĕрре) эпир ватă хôрама панчен иртсе кайнă чôхне, эп çав хôрама çôмĕнче пĕр нôхрат манерлĕскер кôртăм та: мĕн кô? тесе, хампа пыракантан ыйтрăм.— Ôна мемелле теççĕ, киреметсене параççĕ, терĕ. Нюш-к. Мемелле укçа ухтарса (= улăхтарса) хурас (на столбах, в клеть, повыше). Авалхи йăлалла (мемелле). Мемелле илсе хуман пуль, теççĕ. Чӳк чӳклесе пĕтерсен, мемелле укçипе кулаç илçе çинĕ.

меслет

(мэслэт), способ, средство. Сам. 10. Çынна пĕтермешкĕн меслет тупнипе... мухтанать. СТИК. Чиртен сывалма меслет пĕлсен, пире лекĕр те кирлĕ мар. Сборн. по мед. Çав майпа чечеке (оспу) пĕтерме меслет тупăннăшăн Дженнер пит савăннă. СПВВ. Меслетне пĕлет. С. Арабоси. Ашне илсе кайма меслет пулман. Сборн. по мед. Вара хура халăх, янавар, чирĕсенчен сыхланма е вĕсенчен сывалма меслетсем пĕлмен пирки, вĕсем çинчен вĕреннĕ ăслă çынсĕнчен мĕн тумаллине канаш ыйтса пĕлме хăранă пирки, темĕн чухлĕ вилет. || Сноровка. Стюх. Баран. 126. Меслет пĕлмесĕр, чăрсăр хăтланакан кайăкçă, упа хыççăн çӳресе, час-часах пуçне те çиет (погибает, сам себя губит). Çĕр ĕçлекен. Меслет, сноровка, умелое действие. || Власть, воля, склонность? || Дело; сподручность. Изамб. Т. Епле меслетпе килтĕн? По какому делу ты пришел? Ib. Хăçан та пулсан ху меслетӳпе пыр (когда будет сподручно). || Истор. 223. Федор вилчĕ, тепĕр патша кĕриччен, пĕр меслете (= вăхăта?) ĕçсене туса тăма аслă улпутсене хушăр: вĕсене итлесе тăрăпăр, тесе, причак çийĕр, тенĕ. См. Paas. 85, 86.

муклашка

моклашка, глыба земли, камня. N. Мĕн пур муклашкасем чăх çăмарти пек анчах тăрса юлччăр; унсăрăн муклашка айĕнчи тырă шăтса тухмасăрах выртса юлать. Кан. Сăртсенчен питĕ пысăк муклашкасем катăла-катăла аннă. || ЙФВ. † Атти ывăлĕ пуличчен, чул муклашки пулас мĕн, ырă шу тĕпĕнче выртас мĕн. || Чурбан, обрезок дерева, кряж. КС. Муклашка, кряж (хăма валли çураççĕ, пилят на тёс; больше обыкновенных бревен; креш – больше, чем муклашка). Енеш-к. Тата тепĕр моклашка вотă илсе каяççĕ. Панклеи. Моклашка, çил вĕрнипе, йоман çомне çаплах шаккаса тăрать. Хĕрĕ: атти шанкă хоçать-ха, тесе, çаплах серте (снить) татса çӳрет. МПП. Муклашка, болван. || Шишка. Чертаг. N. Пуçа (у меня) чăмăр пек муклашка тухрĕ. Сред. Юм. Пĕчик ачасĕне: мôклашка çиç хăй, çапах пит çохрать, теççĕ (сам маленький, а кричит куда как громко). || N. „Муклашка“ даже маленькое утолщение, напр., на конце спички. || Толст. Муклашка, кусок металла. || Регули. Он пирки мана моклашка ларчĕ. Из-за него мне попало. || ПВЧ 132. Пуç муклашки (череп) купташки, ăçта çитсен çурлĕ-ши?

мур ту

встр. в нек. выр. Орау. Хуть те мур ту, çур сахат иртетех çитиччен! Что хошь делай (как ни торопись где ни поезжай), а уж полчаса всё проездишь! Ib. Мĕн мур тума илсе килтен эсĕ ăна? На кой лад ты его привел (или: принес)?

мортва

(мордва), мордва. Курм. † Пирĕн ялăн хĕрĕсене илсе тохас пасара, сотас ярас мортвая, мортва мар-и полччăр-и!

мăйрака

(мы̆jрага), рог. Изамб. Т. Ст. Шаймурз. Çĕнĕ-çыннан çавăнтах çамкине темĕн пысăкăш майрака ӳссе тухать. НИП. Вăкăр мăйракипе тăпра чават та, тăпри хăй çине ӳкет. (Послов.). Кан. Сылтăм мăйракинчен çавăрса илсе, шанкăрав çакса янă. N. Эпĕ, ăна кĕрсен (когда опамятовался), пуçа тытса пăхрăм та, ман çамка çинче мăйрака пек шыçса ларнă (т. е. вскочила шишка). Чĕр. чун. яп. й. к. пур. 18. Унăн (у черепахи) кĕлетки пур енчен те мăйрака йышши япалапа витĕннĕ. || Стручок ceratonia. Мусирм. † Хура-хура, тиеççĕ,— мăйрака хури çапнă ăна („говорят с любовью“). || Хохолок у птиц. Изамб. Т. Тетерлĕкĕн (у пигалицы) мăйраки пур. || Рожки на переду саней. КС. Мăйрака, рожки у саней. Сред. Юм. Çôна мăйраки. || (Всякая) улитка. Н. -Троицкое. || Рог у пузыря (муз. инстр.). Нюш-к. Шăпăр мăйраки (или: какри). || ЧС. Хура-мăйрака, стручки ceratjnia siliqua, рожки.

мăнă

большой, толстый, крупный. Кан. Мăнă çиппеле çĕленĕ пулин те татса илсе юлнă. П. И. Орл. Манăн сассăм çинçе пулĕ, упа сасси хулăм (мăнă) пулĕ. Ир. Сывл. 39. Мăнă вăрманĕ (крупный лес) шурĕ те, тухрĕ. Торп-к. Мăнни мăнăрах çыртать, теççĕ ваттисем. (Послов.). Собр. Ай-ай çак йăвăç питĕ мăнă. (Если же это прилагательное служит определением, то здесь говорят: мăн (без ă). N. Мăнăрах çынсем вăсене чарса калаççĕ: апла ан аташăр, ачасем! Ерк. 6. Урха мăнă евĕрлĕ, çине тăрсан çилĕллĕ. НАК. Мăнă (аслă) турă, мăнă турă амăшĕ. См. мăн.

мĕн

(мэ̆н, мэ̆н’), что? К.-Кушки. Мĕн çисе ларатăр? Что это вы едите? СПВВ. ТА. Мĕн полтăртататăн? (= мĕн кирлĕ мара калаçатăн). Ib. Мĕн сослан = мĕн шавлан. Синерь. Амăшĕ: мĕн пăхса çӳремелле? тесе каларĕ, тет. Мать сказала: чего тут возиться (проверяя хозяйство, т. е. нет надобности проверить его). СТИК. Мĕн кунта шăнса вилес тетнем,— атя пӳрте. Что ты хочешь замерзнуть? Идём в избу. Ib. Мĕн вара эсĕ мана ун хуçĕнчен пăхса тăмалла тăвасшăн-им? (Возражает так уверевно, и с сознанием своего превосходства). Ст. Чек. Мĕн пур-ши унта кайса, мĕн пур-ши, шав унта кайса ларан? Зачем ты туда повалился, что ты там нашел интересного? Ib. Мĕн тупрăн эс унта? Что в нем хорошего? Ib. Мĕн тупрăн вара ку вăйăра? Какой интерес для тебя в этой игре. Альш. Ĕмĕр тăрăшĕнче мĕн тухса мĕн килмес. Орау. Якур пичĕш патне натьăк (натяг) илме каяп, терĕ; натьăк мĕн-ши вăл? Что бы это такое было? (задумываясь о предмете, и этим заставляя другого высказать, что это такое). Ib. Виçĕ эрне мĕн вăл (какая важность три недели), ак ман пек улт-çич уйăх ларса пăх, вара пĕлĕн. Ib. Мĕнтен пит ăслă вара вăл? Чем же он умен-то? В чем же виден его ум? Юрк. Вырăсла кĕнекене вуласан та, чăвашла вăл мĕнне пĕлместĕм. Ib. Пăшал сассине илтсен, салтакĕсем, ытти улпучĕсем пурте кĕсем патне чупса пырса: мĕн пулчĕ те, мĕн пулчĕ, мĕншĕн пăшал петĕр, теççĕ. Сред. Юм. Мĕн калан ĕнтĕ (или: мĕн каласси пôрччĕ ĕçке те...). Очень хорошо бы было, но .. Ib. Мĕн алласа çӳрен тесе, пĕрмай килĕрен килле кайса йăмахласа ларакан çынна калаççĕ. Ib. Мĕн тăвас-ха? (Пырса кĕрекен çынтан çапла ыйтаççĕ). Никит. Кайсан та мĕнех тăвать мана. Что особенного он мне сделает, если я и уйду. Изамб. Т. Усаллăх çинчен мĕн калатăн. Ĕлĕк пирĕн хамăр хушшăмăрта та, тарçă тытсан, ăна сăмсипе çĕр сухалаттарасса çитнĕ. Байг. † Сăрă чечек мĕн паха! Аппапа йысна пит паха. С. Айб. Çын ачисем пире çиеççĕ, хăйсем мĕн курасса пĕлмеççĕ. N. Мĕнтенех (в каком откошении) пит аван вара сан сĕллӳ? Шурăм-п. Эх, Петĕр, кĕçĕр мĕн курман пулĕ эпĕ, итлессӳ килет-и, каласа парам. Собр. † Леш айăккине юр çунă, ку айăккине мĕн пулнă; ах аппаçăм (çавă пур), качча кайма мĕн пулнă. N. Мĕн-пулса кяйĕ ĕнтĕ. Что будет уж. Баран. 120. Ем-ешĕл ешерсе ларакан йывăçĕ (картинное выделение из ряда деревьев) мĕн тăрать! N. Вăл мĕнтен пуйса кайнă (вилнĕ)? Икково. Мĕн пăруларĕ: тына-и, мăкăр-и? В. С. Разум. КЧП. Вĕсем хăйсем мĕн калассине каласа пĕтерсен, пирĕн Педтехникумра вĕренекенсем тапратрĕç калама. Тяптяево. Мĕн хăрамалла, кам пирĕн хыççăн килмелле? Чего нам бояться? Кто вслед за нами придет? (т. е. никто). Орау. Халь татти-сыпписĕр çăват те, унтан пĕр-ик-виç уйăх çăмăр пулмасан мĕн тумалла (как быть тогда). N. Унта мĕнсем сутаççĕ? N. Кĕсем мĕнсем? N. Мĕн калас-ха? N. Мĕн каласшăнччĕ-ха? N. Эсĕ мĕн ыратса выртатăн? Регули. 131. Вăлсен поплени мĕн пор онта. Ib. Мĕн вăлсам вăрманта шыранине эп килте топрăм. Ib. Мĕн шыраманнине топрăм. N. Эс мĕнне çухатрăн тата? N. Мĕнӳпе мухтанмаллăх пур сан. О сохр. здор. Çавăнпа ăна пирĕн пĕлес пулать; çынсем епле тата мĕнтен сивĕрен пăсăлса чирлеççĕ-ши? Ала. Мĕн тусан шыв тухат унта, тенĕ (в безводной стране). ЧС. Çынсем çавăнта пыраканĕ пĕри: ку мĕн те, ку мĕн? тесе, пĕри пĕринчен ыйтаççĕ. Чăв. й. пур. 26. Якку каланă: эпĕ мĕн пĕлекен çын? Бес. чув. 13. Эсĕ мĕн капла? Эпĕ сан çине пĕрре те çилленместĕп. Изамб. Т. † Туйăн илемĕсене, ай, мĕн кӳрет? Мĕн выляни-кулни, çав кӳрет (все, что веселит). Баран. 88. Асту-ха лерелле, мĕн хури курăнать унта? N. Мĕн ача турĕ: ывăл ача-и, хĕр ача-и? N. Мĕн пăру туса пачĕ? Утăм. Мĕн мура ямшăксем тытатăн? || Что (относит.). Сунт. Мĕн пулса мĕн килĕ ĕнтĕ. Тавай çул çине валли укçа тăвас. N. Мĕн пулсан та пулĕ, что будет, то будет. Синерь. Мĕн пулин пулĕ (что будет, то будет), ати хушмарĕ те, кайса пăхас-ха (попробую пойти). СТИК. Мĕн тесе-ха вăл пит час карĕ! Что ему вздумалось уехать так скоро. Ib. Ун пек чухне вара мĕн каласан та хĕрсем кăна калаççĕ кĕвве. СТИК. Мĕн каланă сăмах вырăнлă пултăр. Все, что сказано, пусть возымеет силу. Чебокс. Мĕн пулни пулать, кĕрес терĕм те. Коракыш. Эпĕ тăта мĕн пĕлеп! Я знаю еще одну вещь! Ст. Айб. Мĕн пасарин пасарĕ, шур пушăт йывăççи пасармасть. (Ĕне мăйракисем). ||Соответ. русск.: что бишь. С. Дув. Мĕн çук манăн: ĕнер пуснă такам пур, паян пуснă мĕнĕм пур. || В знач. вопрос. частицы, соответ. русск.: что ли ли. N. † Алăк ум вĕçĕнчи ват хурăн: кăçаллăха ларнă пулсан, пуртă витмĕ терĕр мĕн? N. Вăл вĕренме кĕчĕ-и мĕн? N. Вăл кайрĕ-и мĕн? Вăл кайрĕ-им, кайрим? || Что за, какой. СТИК. Паян мĕн пăраçник? Какой сегодня праздник? (простой вопрос). Ib. Паян мĕн пăраçникĕ! Какой еще сегодня праздник! (отрицание и удивление). Толст. Ку мĕн сасси? Что это за шум? Пшкрт: шоj ҕэ̆рмӓ сиβэ̆ полы̆;— мэ̆н сиппм? (или: мэ̆нӓшкӓл сирβэ?),— нимдӓ сиβэ̆ мар’. Регули. 935. Мĕн ĕç он? Мĕн кон килĕ. Ib. 934. Эс кам конта? Эс мĕн çын конта? Ib. Эп тытрăм полсан, сан мĕн ĕç? N. Кĕсем мĕн япаласем? Это что за вещи? Синерь. Эпĕр сута каятпăр тенĕ? — Мĕн сутне (на какой суд)? тенĕ. Орау. Мĕн мĕнĕ тата? Что еще за „что“. N. Хутаçра пĕр виçĕ тенкĕ укçа пулас пулатьчĕ-ха. — Мĕн виç тенки пур унта? Орау. Мĕн вăййи вăл? Что за игра? Ib. Мĕн вăййи вăл! Пĕрне пĕри кӳп те кӳп тутараççĕ. Качал. Яхуне çырмине çитрĕм те, тăкăнчĕ карĕ: мĕн сăян? — Какуй сăян, пухрăм та çур пăт пулчĕ. N. Мĕн çăнăхĕ? Мука из какого жита? Ст. Чек. Анне, улма пур-и? — Эй, ухмах! Мĕн улми унта тата! Ib. Мĕн сивви; мĕн нумайĕ мĕн кунта (какое...). Ib. Мĕн аван япала пăссăрĕ (= пăсрĕ)! Средн. Алг. Хурану пĕчĕкçĕ пуль? — Мĕн пĕчĕкçине калан, пĕр кӳлĕ шыв çитмест. АПП. Упа, çак кашкăра тыт, тенĕ. Упа каланă: ăна тытма мĕн ĕçĕм пур. Чуратч. Ц. Кирĕк епле чире çаклансан, вăсем шухăшлаççĕ: мĕн турри çиленчĕ-ши? теççĕ. Сунчел. Качаки каланă: ăна çиме мĕн ĕç пур (= мĕне кирлĕ). Сред. Юм. Мĕн хыпар пôр-ха, или: мĕн сас-хôра пôр? Что нового? Ib. Мĕн çынни, мĕн арчи, мĕн кĕнеки. Ib. Эп выллянинче сан мĕн ĕç пор. В том, что я играю, тебе (вам) какое дело. Ст. Янсит. Вĕсене эпĕ акă мĕн ĕçре час-часах пулăшрăм. Янтик. Мĕн япала ку сан? Якейк. † Он çиленме мĕн ĕç пор, он пыççине çыхмаспăр. N. † Ял варĕнчи сăрлă юпи мĕн нушташăн ларать-ши, аттен хĕрĕ-сарă хĕрĕ, мĕн нушташăн çуралнă-ши? П. Пинер. † Алкумĕнчи улма йывăççин улми пулманни мĕн усси. || Как. Çĕнтерчĕ. 54. Ех! мĕн савăнса пурăнмасть çав Якур. Ib. 52. Ах, мĕн савăнса çӳремеççĕ çав ачасем! || Зачем, почему, по какой причине. Çĕнтерчĕ. 19. Мĕн янрашатăр эсир паян? Орау. Мĕн юпа пек тăран, кил кунта. Ib. Мĕн мĕреленсе (= наянланса) пыран, ут хăтăрах. (Идет вяло, тихо). Юрк. Ку укçăсене мĕн хам алăра тытса тăрам. N. Тавăрнса, мĕн апая ятлаçтарса порнас? || Сколько, почем. Бр. п. водку 8. Анчах уншăн сăмаххи сăмаххийĕ мĕн тăрать. Но как он дорого ценит каждое свое слово! (т. е. он не разговорчив). Баран. 226. Мĕн çӳрес пеккине çӳресе пĕтереççĕ те, пусма тăрăх улăхса çӳлелле тухма пуçлаççĕ. N. Эй мăнтарăн Прăски, мĕн салтак усатрĕ. N. Мĕне илтĕн, почем купил. Трхбл. Мĕн сысна чике-чике пĕтерчĕç, мĕн чăхă пуса-пуса çирĕç. Регули 939. Мĕне патăн? — Сома патăм. N. Пасартан килсен, пĕр кӳрши ун патне пырать, тет те: ырашна мĕне (почем) сутрăн? тесе, ыйтат, тет. Юрк. Сирĕн тухйăр кĕмĕллĕ: мĕне тăрат кĕмĕлĕ? Сред. Юм. Мĕн ĕмĕр порнатăн (долго находился, когда как обещался прийти скоро). N. Лашасене мĕн кайнă таран ятăмăр. N. Мĕн сахал тесен те, 500 тенкĕ кирлĕ. Панклеи. Ачан мĕн пырнăçемĕн çол хĕсĕнсех пырать. Чем дальше идет, тем... Н. Лебеж. † Мĕн вăрăм-хывлăшă м, ай, кĕскелчĕ. Бел. Гора. † Мулла мечĕтĕ мĕн çӳл мечĕт. || Весь. Альш. Çапла мĕн ĕмĕрне чăвашран ирттереç, авланма каяç те, кил курма çӳреç (портные). N. Этем мĕн пурăнас кун-çулăн хисепĕ çук. Чхĕйп. Чăвашсен мĕн пĕлнĕ ĕçĕте ак çакă анчах пулнă (вот все то, что они знали. Далее идет пер ечисление того, что они знали или умели). || Иногда переводится сл. каждый. N. Кукша мĕн хупараканне (каждого, который влезал касса пăрахат, тет. Çапла пурне те касса пĕтерчĕ, тет. Панклеи. Хĕр вăрă-хорахсен хĕçсене илсе мĕн кĕрнĕ вăрă-хорах поçне касса тăнă. Чхĕйп. Вара унта ĕçме-çима мĕн пыракан пурте çапла асăннă (поминали). N. Мĕн турттарса пынă ăлава çавăнтах тăкаççĕ те, салагса пĕтĕреççĕ. N. Мĕн пынă çын çавăнтах ĕçлеме тытăнать. Коракыш. Манăн лашасем селĕм пултăрччĕ, эпĕ вара мĕн çул çӳрекенсене ĕçе-ĕçе хăварăтăм. || Иногда употребл, в знач. самый. Альш. † Çак юрăсене юрлама мĕн кĕçĕнтен пуçтарнă ăс кирлĕ. N. Акă кăçал каллах мĕн çуркуннеренпе çумăр çумасть. N. Мĕн пĕчикçĕренех. Сборн. по мед. Мĕн халичченех. N. Якурпа шăллĕ мĕн каç пуличченех ĕçлерĕç. Кубня. † Эпĕр мĕн кĕçĕнтен туспала, пире çын çимесĕр мĕн тутăр. Ал. цв. 20. Вăл мĕн пурăннăçемĕн шурă мăрамăртан тунă пӳлĕме час-час çӳрет, хăй хуçине лайăх сăмахсем калать. || Оказывается. Т. VII. Ах турă, атте! пылпа кулачĕ пит тутлă мĕн. N. Эсĕ пит усал çын-мĕн. Ачач 71. Хăшпĕр юратнă çынсем, тантăшсем пулмасассăн, чăнахах та Тимуш пӳртрех лармалла мĕн. ЧС. Вăл çуртсем çунас та çук мĕн те, насус час килеймен. Сятра. Вăл чоашла лайăх пĕлет мĕн. Толст. Вăл иккĕре анчах пулнă, утма та тин анчах вĕреннĕ мĕн. Утăм. Тăлăха питрех те мĕн асап çынлăха кĕмешкĕн çĕр çинче. Якейк. Çораличчен çоралманни лайăх мĕн. Урмай. Чипер мĕн те, аки мар, хӳри пур та, шăши мар. (Çарăк). N. Иçăм çырли пахчинче çырла пиçсе ларнă мĕн. N. Юман çинчен пĕр çăхан çапла калать мĕн кăна. N. Пирĕн пуçран нуша иртиччен выртаяс мĕн аннен кăкăринче. НАК. Çавна курсассăн, эпĕ леш йытă чăнахах усал пулнă мĕн-ĕç, терем. Увидев это, я подумал, видно, эта собака была на самом деле нечистый дух. N. Шăналăкра сакăр хĕр, саккăрĕш те сарă мĕн, эпĕ илесси хура мĕн. Орау. Паян пасарта хăма йӳн пулнă, тит. Ăна пĕлнĕ пулсан, пасара каяс мĕн паян. Сборн. по мед. Эх, пулать мĕн çын та: хĕп-хĕрлĕ, нар пек, çапçутă сăн-сăпатлă, вырăс пек. Ну и бывают же люди, румяный как „яблоко“, белый как русский. М. Васильев. Лашисене хайхисем çаран çине яраç те, канма выртаç мĕн хăйсем. Н. Лебеж. † Ешĕл хырă çинче чăпар кукă (кукушка) ян ярать-çке мĕн аслă вăрмана, янра юлат мĕн аслă вăрманĕ. Б. Хирлепы. † Атте ывăль пуличчен шăмат кĕпçи пулас мĕн, пĕр хĕр татса çитăр мĕн. Кан. Ку вăрсене (семена) пирĕн те туянмаллаччĕ мĕн. Лашм. † Тăшмансем килессе пĕлнĕ пулсан, хываяс мĕн (кĕпер) çатăркаран, пусмассерен путса антăр мĕн. N. Йăваланса тăрсассăн, ну чавать мĕн тымарне. Изамб. Т. Упаç: масар çине шыв сапас, тет мĕн. || Употребл. для выражения обобщения. См. Оп. иссл. чув. синт. I. Истор. Арçынни-хĕрарăмĕ мĕнĕпех юланутпа çӳреме лайăх вĕреннĕ. N. Ăшăк сухаланă çĕрте вăйлă çăмăр çусассăнах, шăтса тухман тырра çерем мĕннипех юхтарса каять. Латыш. Навусне ачи мĕннипех шăпăр шăтăкне тăкать Никит. Арчă мĕнсене эпĕ сотса ятăм. N. Эй атту мĕнĕ, ахалех тăхăнтăм, çăпата сырас мен. Байгеева. Вăл пасара кайсан мана валли кулачă мĕн яланах илсе килетчĕ. Чăв. й. пур. 9°. Пухура мĕн те çынсем тепле вăрçа пуçласан та, тӳпелеше пуç ласан та, вăл Микка, унта пулсан, çапах чарнă. Регули 162. Çав кĕпе ĕçлени мĕнĕпе (мĕнпеле) виç сом тăрать. НИП. Хурăнташсем мĕнсем. Альш. Çисен мĕн тусан хĕрсем çурçĕр вăхăтнелле килĕсене таврăнаççĕ. Ib. Тепĕр кун пек, мĕн пек иртсен, каллех хулана тырă тиеççĕ. Шурăм-п. Килях малалла ирт, тесси мĕнни пулмарĕ. N. Вĕт çăмар мар, мĕн те мар, хура халăх куççулĕ. Ала 86°. Тепĕрне (сосну) тăпăлтарса кăларчĕ, тет те, тепĕр çур хули мĕнĕпе ывăтса ячĕ, тет. Чăв. й. пур. 16. Çав Пайтукан хăй патне пупсем мĕнсем пырсан, е пĕр-пĕр вырăс мĕн пырсан, хăй туха-туха тарса арăмне: епле те пулин калаçкаласа ăсат, тесе, хуша-хуша хăварнă. N. Эй анне, епле каяс вутă касма: манăн лаша та çук, мĕн те çук. Юрк. Çапла пайтахчен ĕçсен, хăй татах ӳсĕр те пулат, мĕн те пулат (и пьяным бывает и пр.). Ib. Пуян çын хĕрне илес тесен, авă çавăнне илĕпĕр; епле хĕрне курнă мĕн пур-и? Ib. † Пӳртĕмĕрсем шурă, саккăмăрсем сарă, эпир тухса кайсан пушă юлĕ, пушă та юлĕ, мĕн те пулĕ, кĕре-кĕрсем тулли чш (= шăп) пулĕ. Ib. Каласа пăхасси мĕнĕ, эсир тăрăшăр. Что, что вы поговорите — вы постарайтесь (т. е. не ограничивайтесь одними разговорами с кем-то, а действительно постарайтесь). Ib. Мĕнпе тӳрлетесси мĕн, эрехпех тӳрлететĕп, тет. Сам. 60. Пĕтрĕм эп те... пурнăç путрĕ, уяхран мĕн ӳк те вил!.. Орау. Лаша пăхма мĕн кайсан, йĕвенне ан çухат; тен кунта хăваратни. Ib. Вăл пĕр вăтăр пиллĕке мĕнелле çитнĕ пулĕ ĕнтĕ. Байгеево. Вăл пасара кайсан мана валли кулачă мĕн яланах илсе килетчĕ. Никит. Чăнахах ĕнтĕ морĕ (мор) килес мĕн пулсан нăмайĕшĕн выльăхсене вĕлерсе тухса кать-çке (= каять-çке). Ib. Сборн. по мед. Ялта урама пӳрт çумне мĕне, урам варрине юпа çумне мĕне. Сред. Юм. Канлĕ вăхăт таврашнелле мĕнелле килсе çапăн эс кôнталла (наведайся). Сам. 30. Этем çке мĕн эп те! терĕ вăл хăйне. N. Мĕн тăвасси мĕнĕ (что делать-то мне), акă? вĕрен явса çак пĕтĕм кӳле çакса вĕретес тесе калатăп. N. Вăл хăйăр тĕмисем çинче курăк мĕн нимĕн те ӳсмест пулĕ çав, терĕм эпĕ. Мĕн курăк ӳсессине калатăн (т. е. какой тут расти траве, ничего не растет).

мĕнлетлĕ

основательный, серьезный, солидный, твердый. СТИК. Ай-ай пит мĕнлетлĕ япала ку, пымалла (хорошая вещь, подходящая на вид, красивая). Ib. Пит мĕнлетлĕ лаша (красиво сложена и вообще красивая во всех отношениях). || В наречн. см. ЧС. Халĕ мĕнлетлĕ илсе ярăр пĕр сурăх. Ст. Чек. Мĕнлетлĕ çых, основательно, крепко свяжи. Ib. Мĕнлетлĕ шыра. Ищи как следует. Ib. Мĕнлетлĕ = шанчăклă. Ib. Мĕнлетлĕ ту (ĕçле, çых, крепко, надежно, как следует). СПВВ. Мĕнлетлĕ, твердо.

юра

(jура), нравиться; угодить. Бур. † Ку юрăсене юрла пĕлмесен, ку тăвансене епле юрам-ши? Если я не сумею спеть этих песен, то как я угожу моим родным? Регули 702. Она йорамалла çын топас çок конта. Не найти здесь человека, который мог бы угодить ему. Ib. 514. Ним туса та йорамасть: мĕскер туса йораттарам-ши эп она? Сред. Юм. Упа кôтне çу çĕрсен те, йораман, тет. (Так говорят, если человеку ничем не угодишь). || Годиться, быть возможным, быть позволенным. Регули 863. Ку йорать, ытти йорамасть. Это годится, другие не годятся. Сёт-к. Юрĕ пĕреллĕхе. На один раз ладно. Перев. Апусемпеле пичӳсене те пĕлеттĕм, вĕсем те калама та юрамастчĕç (были безусловно хорошие). Юрк. Ку чашки (чашка) юрамалла пысăк пулнă, куран. N. † Тухтăр мĕшĕн ан илтĕр, виçене юрасассан? (Солд. п.) || Очень часто ставится безлично, в см. «можно, позволительно, ладно, хорошо» и т. п. Регули 551. Онăн онта полма йорамасть. Ему нельзя быть там. Ягудар. Маншăн посан, Çипире уччиттĕле кайма йорать. По моему мнению, поступить в Сибирь в учителя - стоит. Истор. Мĕн тусан, юрĕ-ши? Как было бы хорошо сделать? Орау. Çапла тусан, юри? (= юрĕ-и). Хорошо ли будет (ладно ли будет), если сделать так? N. Юрĕ. Я готов исполнить твое приказание, твое желание и т. п. Трхбл. Çавăнта пăтара çакăнса тăракан ал-шăллие илсе кил-ха! — Юрĕ. Принеси-ка полотенце, висящее там на гвозде! — Ладно (хорошо). N. Эсĕ мана пĕр пилĕк сум укçа кивçен парсан, юрать-чĕ.

юхха

(jухха). См. аштаха. Хурамал. Юхха çĕлентен пулнă япала, теççĕ. Çĕлен, çĕр çула çитсессĕн, мĕн пулас тесен те, пулать, теççĕ; этем пулсан та, пулать, теççĕ. Этеме улталать, теççĕ. Ун çинчен çапла халлап пек калаççĕ. Пĕр патшанăн сунарçă ывăлĕ пулнă, тет. Вăл пĕрре хирте сунарта çӳренĕ чух, пĕр вăрманта пит илемлĕ хĕр тĕл пулнă, тет. Вăл хĕр çав ачана каланă, тет: эсĕ мана качча илетни? эп сана качча пырап тенĕ, тет. Ача каланă, тет: илеп, тенĕ. Вара вăсем, килне тавăрăнса, туй тунă. Туй тусан, кайран, çав ача пит начарланнă, тет. Вара вăл юмăçа кайнă, тет, пĕр вăпăрлă карчăк патне. Вăл карчăк каланă: эсĕ илнĕ хĕр лайăх хĕр мар пулĕ, эсĕ ăна сăнаса пăх: тăварлă апат çитерĕр те, каç выртнă чух пӳрте шыв ан лартăр. Каç вара, выртнă чух, ху сăнаса вырт вăл мĕн тунине. Вăл ача вара, килне кайса, карчăк каланă пек тунă: тăварлă апат çитернĕ те, пӳрте шыв хăварман. Каç выртсассăн, вăл хĕрĕн ӳчĕ вырăн çинчех выртнă, çăварĕнчен вут пек чăсăлса тухса пӳртре шыв шырарĕ, тет. Пӳртре шыв пулманран, чӳречерен вут пек чăсăлса тухса, çырмана кайса, шыв ĕçсе килчĕ, тет. Ачи вара, ирхине тăрсан, хай карчăк патне каллех кайрĕ, тет. Карчăк каларĕ, тет: апла пулсан, вăл сана пĕтерĕ, эсĕ ху малтан ăна пĕтерме тăрăш. Ăна эс ак çапла ту: пĕр çĕре пит пысăк çурт тутар, ун тавралла тип вутă купалаттар; унта вара эсĕ унпа пĕрле хăнана кай. Хăнана кайсан, ăна, мĕнле-те-пулин (пулсан) пӳрте пĕччен хăварса, питĕрсе ил. Унтан вара çурт таврашĕнчи вутта вут тĕртсе çурчĕпех çунтарса яр. Çав ача вара карчăк каланă пек тунă, çав çурта хăнана кайнă. Тавăрнма тухнă чух çав ача хăйĕн пушмакне пӳрте хăварнă; тет. Тухса урапи çине ларсан, ача каларĕ тет: манăн пĕр пушмак юлнă-çке; эсĕ кĕрсе илсе тух-ха, тенĕ. Арăмĕ каланă: эсĕ ху кĕрсе илсе - тух, эпĕ кĕместĕп, тенĕ. Ачи каланă: эсĕ манăн арăм пулсан, çавна та итлеместĕн-им? тенĕ. Арăмĕ вара чупса кĕчĕ, тет, пӳрте пушмак илме. Алăк умăнчи хуралçисем, вăл кĕрсенех, пӳрт алăксене питĕрсе илчĕç, тет те, пӳрт таврашĕнчи вутта вут тĕртсе ячĕç, тет. Вара леш хĕр пӳртре, пĕр енчен пĕр енне пыра-пыра, кĕрĕслетсе çапăнса çӳрет, тет. Вара пӳрчĕ-мĕнĕпе çавăнта çунтарса ячĕç, тет. Вăл ача вара кайран пăсăлнă, тет.

йӳнеçтер

понуд. ф. от гл. йӳнеç; обходиться, находить выход, сводить концы с концами; устраивать. Ст. Чек. Йӳнеçтер(ес), выйти из трудного положения. Собр. Сутас сутта пахана тăрат, илес тавара йӳнеçтер. Ib. Йӳн япала йӳнеçтерет, теç, Ib. Йӳнни йӳнеçтерет, теççĕ. (Послов). Ч.С. Анне: эй ачам, чĕрĕ пуç йӳнеçтерет! акă манăн кунта нимĕн те тумалла мар, терĕ. Орау. Илмелли япалана йӳнеçтерсе (дешевле) илме пар. Календ. 1910. Епле-те пулсан йӳнеçтерсе (устроив дела), халĕрех çĕр туянса юлма тăрăшас пулать. Хыпар № 1, 1906. Халăха мĕн-мĕн кирлине, йăл мĕн ĕмĕтленнине, унăн пурăнăçне мĕнле йӳнеçтермеллине пĕлесшĕн. Истор. Çитти çитмен улпутсем, нумайтарах ĕçлеттерсе, хăйсен пурăнăçне йӳнеçтерме тăрăшнă. О сохр. здор. Чăнах та атă-пушмак, сутăн илес пулсан, хакла ӳкет, çапах ăна йӳнеçтерме (справить) пулать. Альш. Ку çук çынни хăйĕн çукне йӳнеçтересшĕн шухăшлат: мĕнле йӳнеçтерес-ши ку çука? тет (думает о том, как бы выбиться из нищеты). СТИК. Шав йӳнеçтерес тесе тăрăшан. Все стараешься как-нибудь пробиться. Орау. Мĕлле-те-пулсан йӳнеçтерес пулать çав ĕнтĕ, мĕн тăвас, выçă вилес килмеçт. (Гов. относительно недостатка хлеба). Юрк. Ыттах çиме кирлĕ пулсан, илме укçи çук чух, пĕлекен çынсенчен кивçен илсе, йӳнеçтерме тăрăшат. Ib. Хăнче пулмасан, ют çынтан та пулін кивçен илсе, йӳнеçтерме тарăшат. Дик. леб. 30. Мĕн кирлине хăвăршăн хăвăр йӳнеçтерĕр. Янтик. Эрне çиме çитмес те, йӳнеçтерес пулать çапах (нужно вывернуться из положения), хырăма улталас çук (брюха не обманешь)! Сред. Юм. Мĕнле-те-пôлса йӳнеçтерĕпĕр-ха (как-нибудь обойдемся). N. Пур ĕçрен ытла кайăк тытса йӳнеçтерсе пурăннă (удовлетворяя свои главные потребности охотою). Шибач. Спаççипă сана мана йӳнеçтертĕн (доставил что-нибудь; у КС. — оправил меня).

йӳпсĕн

смотреть, обращать внимание. Сред. Юм. Хĕри-пăраçа та, пĕр вăхăт иртсен, йӳпсĕнекен çȏк çав. Ib. Паян лашана пасара илсе тôхрăм та, йӳпсĕнекен çôк онта, пăхмаççĕ те.

йӳçенке

кисловатый, горьковатый. Сомн. Кн. для чт. 28. Шывсăр типсе пыракан çул пырана курнă та, чатăр хуçи ăна йӳçенке, сивĕ япала ĕçме илсе тухса панă.

йăвала

(jы̆вала), валять, катать. Шибач. Н. Карм. Чуста на йăваласа чăмăртас. Иов 8. Эсĕ мана, тăмран йăваласа тунă пек, якатса турăн. N. Кушак-кайăкне, аллинче йăваласа лучăркарĕ (измял мышь, валяя в руках). Артюшк. Хĕр çак çынна йăвалама (валять, катать по земле) тытăннă; ача, тӳсеймесĕр, кулса янă. || Тереть. Трахома. Пĕр-май куçне йăваласа çӳрет. Постоянно трет свои глаза. Ч. П. Вăта пӳрне вĕçне (концы отмороженных пальцев) йăвала-йăвала хĕрлĕ чĕреме (лицо) шуратрăм. || Мять. Сред. Юм. Йăваласа çемĕçтер хытса кайнă кĕрĕке. Çутталла 42. Пӳçахĕсене, ывăç тупанĕ çине хурса, йăваларĕ. N. Вĕсем, тырă пуçахĕсене тата-тата илсе, йăваласа çие пуçланă.

йăвăр

(jы̆вы̆р, jŏвŏр), тяжелый, трудный. Козм. Йăвăр (jŏвŏр) тяжелый. Полтава 61. Тимĕрленĕ Кочубей гетман тĕрми пашнинче (scr. башнинче) ларать йăвăр шухăшпа («в глубокой думе»). Ердово. † Пĕчик торă лашине йăвăр лава ан кӳлĕр. Не запрягайте маленькую гнедую лошадь в тяжелый воз. Самар. † Аслă шыв хĕрри кăвак чечек, йăвăр тăмсем ӳксен, тӳсеймест. А. П. Прокоп. † Çамрăк пуçма йăвăра хутăм (поставил в тяжелые условия), çичĕ ютшăн мар-ччĕ, тăваншăн. Цив. Пӳртĕнче çавăрăнса тухма та çук йăвăр шăршă кĕрет (тяжелый запах). || Грозный (о дожде). Собр. Пит йăвăр çăмăр килнĕ чухне, чĕкеç-курăкне татса илсе, икĕ алăпа икĕ енелле чĕрсе пăрахсассăн, çăмăр ик енелле сирĕлсе каят, теççĕ. || Густой. Н. Лебеж. † Хура вăрман çинче йăвăр тĕтре (густой туман), кайре пулĕ вăрманăн тăршшĕне. || Трудно, тяжело. Орау. Чăваш хушшинче пулман япаласам çинчен чăвашла калаçма йăвăр. Трудно говорить по-чувашски о том, чего нет в чувашской жизни. Н. Сунар. Пĕр кĕмĕл шăхличă панă: çак шăхличăпа шăхăрт, йăвăр кисен (если тебе будет трудно), тенĕ те, иртсе кайнă (старик). Орау. Йăвăр-им сана пĕр-ик-виç тенкĕ парасси? Чего тебе стоит дать 2—З рубля. С. Йăвăр килĕ сана (эп вилсен). Трудно тебе придется (после моей смерти). Сёт-к. Орапая йăвăр тьярăм (= тиярăм, тиерĕм) та, аран лăчăртаттаркаласа (скрипя) çитсе. || Альш. † Манран юлнă тур лашана ĕçе йывăр ан кӳлĕр. || Обида. Орау. Кăмăлна йăвăр ан ил те, вăл сирĕн ача вилет пуль. Не обижайся, но ваш ребенок, как мне кажется, умрет. Янтик. Çавсан сăмахсене вăл пурне те пит йăвăра илнĕ. На все эти слова он очень обиделся. Шемшер. † Виç картлашки посмине, эпир посмасан, кам посас? Çакă Шемшер йăвăр ятне, эпир илтмесен, кам илтес? (Солд. п.) Буин. † Çичĕ-юта йăвăр калас мар (не нужно говорить обидного слова): кăмăл çемçе, чăтаймăп. (Хĕр йĕрри). || N. Ку арманта шайкка йăвăр: хуçа шайккине йăвăр илет (т. е. слишком много берет лопатного). См. йывăр.

йăлă

петля; узел. ушко. Зап. ВНО. Юрк. Йăлă, узел. М. П. Петр. Йăлă — петля, ушко. Орау. Тӳмме йăлли тумалла. Надо обметать петли. Альш. Атмана йăлă витĕр, йăлă витĕр илсе çыхаççĕ. Наметку вяжут петлями, продевая сквовь петли.

йăнкăртат

(jы̆ҥгы̆рдат), звенеть (про лёд). N. Кĕр-кунне яка пар çине патак пăрахсан, йăнкăртатса (звук) шуççа каять. || Канючить (выражать недовольство). Альш. Уншăн-куншăн пуриншĕн те, ан йăнкăртат (не выражай недовольства). Ib. Ачам, мĕн ман хыçран тек йăнкăртатса çӳретĕн (вяньгаешь)? N. Йăнкăртатать ― неоднократно просит. СПВВ. Тек йăнкăртатать. Просит плаксиво (ребенок). Тюрл. Тек йăнкăртатать (надоедает); парсам çавна. СПВВ. МА. Вăт ача ашшĕне: атă илсе пар, тесе,. тек калат; çав ачана вара: йăнкăртатат, теççĕ. || Сплетничать. СПВВ. ИФ. Йăнкăртатас = çын çинчен, çисе, усал сăмахсем калаççа çӳрес. Сред. Юм. Мана çавна пар, тесе, тек йăнкăртатать (просит жалобно) çав; те парас çавна?.. Çутталла 46. Санюк, амăшĕ каланине итлесе, хăнана каяс тесе, йăнкăртатма чарăнчĕ. || О звуках молотилки. Кан. 1929. Хăлхана йăнкăртатнă сасă пырса кĕчĕ. || См. еще йăнкăркка.

йăпăр-япăр

подр. неодинаковым живым, быстрым, моментальным движениям. Чĕр. чун яп й.-к. пур. 18. Малти урисемпе йăпăр-япăр ярса илсе, темиçе пая туртса та чĕрет. Шел. II. 19. Ĕç çыннисем ĕç панче йăпăр-япăр çӳреççĕ. М. П. Петр. Йăпăр-япăр, наскоро, наспех, вдруг. Регули. 1289. Йăпăр-япăр кайса килем. Живо схожу. Ч.С. Эпир йăпăр-япăр (или япăрт, КС.) сиксе тăтăмăр. Сред. Юм. Йывăç тăрне йăпăр-япăр ôхса кайрĕ («показывает скорость и легкость движения»). Сёт-к. Йăпăр-япăр пытанса лартăм. Я моментально спрятался. Алик. Йăпăр-япăр мульча хыçне. (Çиленни). Кора-к. Йăпăр-япăр улча юпи хыçне. (Çиленни). Шел. 139. Йăпăр-япăр пускалать. Зап. ВНО. Йăпăр-япăр, моментально. Ib. Йăпăр-япăр Праски, кăвак хӳре Наçтаççи. Янтик. Йăпăр-япăр шыва кĕчĕ те, тухса кайрĕ. На скорую руку окатился водой и вышел. Собр. Йăпăр-япăр енешпи, ырçа çинче пĕр канаш. (Шăши). Начерт. Йăпăр-япăр, разом, вдруг, не приуготовившись. Ст. Чек. Ку пулă йăпăр-япăр выляса çӳрет.

вăта-çĕр

середина. Собр. Уй вăти çĕрĕнче урлă кĕлет ларать, хĕрлĕ çăраллă. (Сурат). N. Вăта çĕре тăр. Встань на середину. Регули 1156. Çол вăти çĕрĕпе кай. Поезжай по середине дороги. Орау. Хырăç-марăçа халăх вăта-çĕрĕнче памаллăхне пар (т. е. не опаздывая и не опережая, наравне с другими. Моленье). N. Ăна вăта çĕртен (куç умĕнчен) илсе, хĕрес çумне пăталанă. Кĕвĕсем 71°. Анчах тĕлнетĕп (= тĕлĕнетĕп) эпĕ сиртен, пахча вăтиçĕрне кĕменнинчен, йăвуна лайăх туманнинчен. Нюш-к. Вăта-çĕрхи спас. Регули 1155. Пӳрт вăти-çĕрĕнсе тăрать. Стоит посреди избы. Ib. Вăта çĕрте ларать. Сидит посредине. БАБ. Урапа тĕнĕлне вăта-çĕрĕнчен çыхса çакăр. Повесьте тележную ось, привязав ее за середину.

вĕр

(вэ̆р), дуть. Чув. прим. о пог. 121. Çула ăшă (вĕри) çил вĕрсен, çăмăр пулать. Если летом подует теплый (горячий) ветер ― к дождю. О сохр. здор. 96. Ăшă ытларах тухтăр, тесе, пӳртелле ăшă вĕрсе тăракан шăтăксем (отдушины) тăваççĕ; вĕсене уççан, ăшă вĕрсе тăрать. N. Пит-çăмартине сывлăшпа вĕрсе тултарнă (надул щеки, в букв. смысле. Сомн.). КС. Питне вĕрсе хăпартрĕ (надулся, в букв. см.). N. Этем кĕлетки ăшне чун вĕрсе кӳртнĕ (вдунул). Орау. Сăмавар çинчи кĕле вĕрсе ятăм. Я сдул с самовара золу. || Произнести наговор (наговорить), колдовать. Ђăв. й. пур. 34°. Пыр (ступай), эп вĕриччен эрех илсе кил (пока я буду произносить наговор). Т. VI. 8. Лашапа çын чирлесен, каласа вĕрмелли сăмахсем. Упа 656. Юмăç вĕрнисем. Чет. пути. Çынсем сана: вăл курăка венгер чĕлхи вĕрет (наговаривает), теççĕ. Сред. Юм. Çынна пăсас тесе, вĕрсе парсан, ĕçекенни ĕçеччĕн вĕрсен, пăсăлмас, тет! (Народн. поверье). Испов. Вĕрсе панă япала, навороженное. ‖ Обмануть, надуть. Орау. Çапла-капла, текелесе, вĕрсе ячĕ чĕлхеçĕ пек (обманул).

вĕрӳç

вĕрӳçĕ, колдун, знахарь. Сред. Юм. См. Магн. М. 12. N. Вĕрӳç, волшебник. Н. Шинкус. Çак çĕр çинче хĕрĕх те пĕр (здесь пĕр ― энкл.) тĕслĕ вĕрӳçĕ пур. (Из наговора). Макка 230. Вĕрӳçĕ. Çак сăмах тухнă вĕрес тенĕ сăмахран. Вĕрӳçĕ вăл вĕрет, сурать кăларать чирлĕ çын ăшĕнчен чирне, теççĕ чăвашсем. Вĕрӳçĕ юмăçпа пĕрех. Вĕрӳçĕ вăл акă çапла вĕрет: илет чей куркипе шыв, унта сăмахсем кала-кала сурать те, чирлĕ çынна ĕçтерет. Вĕрме пултарать вăл: шыв çине, çу çине и т. д. Болезни. Юмăç, вĕрӳçĕ çине шанатпăр. Чуратч. Вĕрӳçĕ кирек мĕнле çыннăн е алли, е ури, тата ытти чирсене те вĕрсе тӳрлетет. Кирек епле чире те, çĕçĕ илсе, суран патне тытса, хăйсен сăмахсене калаççĕ. Тĕрлĕ чире тĕрлĕ сăмах калаççĕ. Кунта эпĕ пĕр юмах çыртăм: шăл вĕрри. См. Магн. М. 12.

вĕрт

понуд. ф. от вĕр. Бел. Гора. † Йĕтĕн пирĕ кĕпине çил вĕртмешкĕн тухрăмăр. || Заставлять читать наговор. Чăв. й. пур. 34°. Çав Куçма Хĕветĕре илсе кайса вĕртнĕ те, çур штав эрех ĕçтернĕ, çур тенкĕ укçа парса янă. || Сред. Юм. Кама-та-пôлса кôрайман çын тем эмеллесе парсан (даст зелья): вĕртсе панă, теççĕ.

вĕр-çĕнĕ

совершенно новый. Юрк. Хуларан пĕри хăне валли вĕр-çĕнĕ сăмавар илсе таврăннă. Ib. † Вĕр-çĕнĕрен кĕрĕк туллатрăм (заново покрыл) сарă тарайран çӳхе пуставран. Альш. † Вĕр-çĕнĕрен кĕрĕк эп çĕлетрĕм, тăхăна пĕлмесĕрех киветрĕм.

вĕрентсе çитер

приучить, научить. Бюрганский. Темĕн, ачам (не знаю, брат), пире, ватăсене, вĕрентсе çитереймĕн; акă çамрăксем ӳсĕç, çавсем ăнласа илсе, çавсем сан сăмах тăрăх тăвĕç.

вĕçтер

понуд. ф. от гл. вĕç. КС. Шăнкăрч чĕпписене вĕçтерчĕ (пустил летать своих птенцов). N. Кĕлмĕçĕн çăнăхне çил вĕçтернĕ, тет. («Где тонко, там и рвется»). N. † Сăрт айĕпе çол турăм, çил-тăман килсе вĕçтерсе карĕ (занесло метелью). Якейк. Тыр вĕçтерес ― таса мар тырра çил пор çĕре илсе тохса, вĕçтерес, тени полать. Шăналăк сараççĕ те, пăтаккапа çав шăналăк çине тыррине йохтараççĕ; вара пор çӳпĕ-çапă вĕççе кайса пĕтет, пĕр таса тырă анчах йолать. N. Куç курми вĕçтерет (бушует пурга, буран). N. † Хранцус тутăр вĕçтертĕм (пустила развеваться) савнă тусăм кăмăлĕшĕн. || N. Мĕшĕн ачан ăйхине вĕçтертĕр? Зачем вы разгуляли ребенка? || N. Ăша вĕçтерекен (тоскливые) шухăшсем. || Сказки и пред. чув. 14. Утă пĕтсен, тыр вырма хура халăх вĕçтерет (спешит, стремится). Ч.С. Эпĕ, çак сăмахсене илтсенех, тăр та, нимĕн чĕнмесĕрех, киле çарранах вĕçтере патăм. N. Иван вара çавăн чухах кăвакăн-симĕсĕн курăнакан çĕрелле (где виднелся сине-зеленый туман) лашине вĕçтерчĕ, тет (припустил). Б. Яныши. Эпĕ апи апла пурнине (= пынине) курсассăн, часăрах килелле вĕçтере партăм. Ib. Эпир, уя тухса тарас тесе, тирне-тирне (= тирĕне-тирĕне, спотыкаясь) вĕçтере партăмăр. Орау. Туххăм вĕçтерсе кайса килем-ха (сбегаю). Янгильд. Петĕрпе омлă-хыçлă соваска çине лартăмăр та, вĕçтерсе анса карăмăр. || Хыпар № 25, 1906. Ялсенче халĕ час-часах студентсем çинчен калаçаççĕ. Вĕсем çинчен темĕн те пĕр вĕçтереççĕ (пускают слухи). Ib. № 23, 1906. Удел вăрманĕсене ют патшалăхри хуçасене сутаççĕ, терĕç. Анчах вăл тĕрĕс мар иккен, ăна веçтерсе-калаçнă. КС. Ял тăрăх çăмах вĕçтерсе çӳрет (сплетничает). || Завражн. Вĕçтерсе тăкам ак! Изобью! || Форсить.

вĕççĕн

(вэ̆с'с'э̆н'), употребл. в см. послелога. N. Укçа вĕççĕн пурăнат. Живет покупая все на одни деньги. СТИК. Чăлха вĕççĕнех (в одних чулках) тухса карăм. Ib. Хӳме урлă чĕрне вĕççĕн тăрса пăхат. Встал на цыпочки и смотрит через забор. СПВВ. Кĕпе вĕççĕн (в одной рубашке); сăхман вĕççĕн (в одном кафтане). Ч.С. Кил-йышсем калаччĕç: кĕтĕве хăвалама та ĕнтĕ пĕр ĕне вĕççĕн анчах тăрса юлтăмăр (остались с одной только коровой, во время мора). В. Тим. Пĕчĕкçĕ тихам пур, вĕрен вĕççĕн (на веревке) тăранать. (Йĕке). Яргейк. Хăй аяккалла килкепе вĕççĕн кайса выртрĕ, тет (он). С. Мокш. Чĕлпĕр вĕççĕн лаша мăнтăрланать. (Йĕке тулни). Т. II. Загадки. Пĕчĕкçеççĕ тур лаша вĕрен вĕççĕн тăранать. (Йĕке). Ч.П. Вĕрен вĕççĕн вăл вылять (лаша). КС. Вăл ĕнине ал вĕççĕн (из рук) тăрантарса усрать (кормит хорошо, хлебом и пр.). Бес. о земл. Курăксене, тырăсене е алă вĕççĕн (руками), е тĕрлĕ машшинасемпе пухаççĕ. НАК. Вĕсем (большие парни) пĕчĕк ачасем пек алă вĕççĕн илсе çисе çӳремеççĕ (не кусочничают), сĕтел хушшине ларсах çиеççĕ. (Сурăх ури). N. Сăмах вĕççĕн çырни, диктовка. СПВВ. Хăйсем вĕççĕн (или: ĕççĕн), сами по себе, самостоятельно. Ч.С. Аттерен анне вĕççĕн (с одною только матерью) пилĕк çулта юлтăм. Ст. Чек. Ун вĕççĕн (с его помощью, т. е. пользуясь его милостью) çăккăр çимелле ан пултăр!

вĕтелен

спалиться, опалиться, сжечься, обжечься. || В перен. см. Сала 188°. Кĕçĕнни каларĕ тет: эй вĕтеленнĕсем! (дряни) сиртен пулать-и ăна илсе кĕресси! || Беспокоиться. К.-Кушки. Амăшĕ вĕтеленет: мĕнле ађамсене пăхса ярас-ши? тет. || Абаш. Вĕтелен ― горячо делать дело. Сред. Юм. Вĕтеленсе çӳрет тесе, пит васкаса çӳрекен çынна, пит вĕрире ніçта кайса кĕме аптăранă çынна калаççĕ. Ib. Вĕтеленет = вĕтеленсе çӳрет, старается. Изамб. Т. Мĕн тата вĕтеленетĕн? Что ты горячку-то порешь? Орау. Вĕтелен, торопиться. Ib. Чейлĕх парассине кĕтсе, çын пырса кĕрсенех тумтірне хывса çакашшăн вĕтеленсе тăрать (о швейцаре). СТИК. Мĕн ес кунта вут тивнĕ пек вĕтеленсе çӳренн? (слишком торопишься, не знаешь, куда сунуться). || Сред. Юм. Мĕн çерçи пик вĕтеленсе тôхрăн? (Сиввĕ чôхне начар тôмтирпе тôла тôхсан калаççĕ).

йăх

(jы̆х, jŏх), род племя. Хурамал. Йăх йăха туртать, несĕл несĕле туртать, теççĕ (= пурте пĕр пек пулаççĕ). Ч. С. Тата вĕсем хăшин-хăшин (новорожденного) ятне ашшĕ-амăш ячĕ; хӳрăнташ-ăру ячĕ майлă ел йăх ячĕпе хураççĕ. Истор. Вĕсем çемйинче темиçе çын пулнă. Çав çемьене вĕсем ,,йăх“ тенĕ. В их семье было много людей. Эту семью они называли родом. Хорачка. Сŏлттаны̆н jŏҕŏ пэ̆ттэ̆рэ̆ (род прекратился). Юрк. Сăн пек наянни пирĕн йăхра çук. Таких лентяев, как ты, нет в нашем роду. Собр. † Иккĕн тăван ӳсрĕмĕр, çич йăх (срв.çичĕ-ют) килчĕ-уйăрчĕ. (Хĕр йĕрри). СТИК. Мĕнле йăхран тухса кайнă çав халăх? От какого племени произошел этот народ? || 0 животных. Янтик. Йăхшĕн илсе ятăмăр-çке çак пăруна! (т. е. пăрăва). Ведь мы на племя купили эту телку! Ч.С. Халĕ те ĕнте (= ĕнтĕ) çав сурăх йăхех вуник пуç-и-мĕн пур. И до сих пор имеется что-то около двенадцати голов из потомства той же овцы. || Sреrmа. Паас.

йăхлăх

на племя. Янтик. Епле, матка, йăхлăха сысна ами илсе ярас-и, ярас мар-и? Что, жена, купить на племя свинью или нет?

йĕвен аври

то же, что чĕлпĕр, повод. N. † Кăвак хăю пор ман, йĕвен аври турăм; хамăр тӳртĕн хĕрсене кут сакки çине лартрăмăр. (Искаж. ?). Изамб. Т. Лашана тытнă чухне йĕвен тăхăнтартаççĕ те, йĕвен авринчен (чĕлпĕртен) çавăтса, урапа патне илсе пырса, кӳлме пуçлаççĕ.

йĕвен антăрлăхĕ

см. антăрлăх. Сред. Юм. Йĕвен лаша пуçĕнчен хывăнса ан ӳктĕр, тесе, лаша мăйĕ айĕнчен çавăрса илсе çыхмалли тăваççĕ, çавна антăрлăх теççĕ.

йĕкев

(jэ̆гэв), подпилок. А. Турх. Изамб. Т. Йĕкевиелен хыраççĕ. Толст. Хуçи Жилина ĕçлеме кирлĕ япаласем: пăра, йĕкев илсе панă. См. поппилккă.

йĕпе-сапа

(с̚аба), ненастье, Сред. Юм. V. S. Çуркунне, кĕркунне, йĕпе-сапă вăхăтра çул пылчăклă, юрăхсăр пулать. Пшкрт. jэ̆вӓ-саβара с’олды̆мы̆р (косили). Сред. Юм. Йĕпе çине сапа. Из огня, да в полымя (только что одно горе проходит, и приходит другое). Изамб. Т. Çыннăн вилсе хуйхă курни çитмест, — тата, йĕпе çине сапа, укçа илсе тулаççĕ (грабят).

йĕр

(jэ̆р), плакать. Пазух. Вăхăчĕсем йывăр та, çулсем выçлăх, эпир йĕменнине те, ай, кам йĕрес? Трхбл. Йĕре-кула пĕр укçа, йĕм тĕпĕнче çĕр укçа. N. Йĕре-йĕре ĕçлекен, кула-кула сиет, тет. (Послов.). Ч. С. Çынсем кăшкăрса йĕни илтĕнет. Слышно громкое рыдание людей. N. Тин çуратнă ача йĕрсен, йĕпе пулат теççĕ. Если только что родившийся ребенок заплачет, то это, говорят, к ненастью. Толст. Ăна йĕрес пек йăлăна пуçларăм. Я начал умолять его почти со слезами. Чăвашсем 10. Леш вара йĕрес пек йăлăнат. СТИК. Унăн йĕресси пур-ха, ăна тивертмен! (говорят мальчику или девочке, если они шалят, бьют больных). П. Пинер. † Пирĕн пек çамăрăк (sic!) аxасем йĕре-йĕре мул шырать. Собр. Хапха умĕнче те курăнмасан, çĕре выртса йĕрейĕр (плачь). || О плаче невесты. Альш. Йĕрсе кăтартма (поучить плачу) пĕр пĕр арăм илсе пыраççĕ. Унтан купăс хыççăн çав арăм пĕр-пĕр сăвă йĕрсе парать ăна. N. Качча каякан хĕре йĕме лартнă каç. Ильм. Хĕрĕ пӳркенчĕк пӳркенсе чăланта йĕрет, арçынни сĕтел хушшинче ватă çынсемпе ларат. Хĕрне йĕме лартнă чух ак çапла лартаççĕ: хĕр çумне пĕр арăм ларат та, пӳркенчĕкне пуç çине илсе хурат. Хĕрĕ çав пӳркенчĕке виçĕ хуччен сирсе ярат, тăваттăмĕш хутĕнче йĕме тытăнат. Изамб. Т. Йĕрекен хĕре, пĕр килтен тепĕр киле кайнă чухне, пӳртрен çĕклесе тухаççĕ те, урапа çине лартаççĕ. || В перен. смысле. Ст. Чек. Вут йĕрсе çунат. Огонь готов потухнуть; горение еле-еле поддерживается. СТИК. Чĕрĕ улăм е чĕрĕ вутă питĕ начар, йĕрсе çунат.

йĕрĕх

(jэ̆рэ̆х’), первоначально — посвящение (предмет, посвященный духу), потом — название духа, впоследствии — злого. Среди предметов, находящихся в Русском Государственном Музее, имеется несколько йĕрĕх’ов, „покровителей рода“, напр., женское изображение — кукла, сделанная из тряпок, с красной головой, в чувашском костюме («кинемей», № 1416—1); кукла «мăнакка», № 146—8); лубяной короб («ват акай йĕрĕх(ĕ)»; это название дано йĕрĕх’у потому, что он «первоначально произошел от старой девы», № 1239—180); мужское изображение — кукла из тряпочек, с длинными седыми волосами на голове и подбородке («ĕмпичче», № 1416—3); подобная ей («ĕмпичче»), № 1416—10; два грубых изображения ребенка, в виде тряпочки, свернутой в трубку и перевязанной — в одном случае синей ниткой, в- другом — ниткой и тесемкой (№ 1416—5,6), несколько безграмотно описанных йĕрĕх’ов («идолов»), под № 967 — 1, 2, 3, 4, 5. Там же есть чувашское женское поясное украшение — енчĕк (№ 968—24), род кошелька, в котором «женщины носят жертвенные деньги, когда идут на поклонение йĕрĕх’у». Искаженные чуваш. названия я исправил. Начерт. 211. Йĕрĕх — литой идол, домашний бог. Магн. М. 75, 76, 78, 80, 81, 247 и др. Т. VI. Ильух(х)а йĕрĕхĕ, Малакай йĕрĕхĕ, Ятмăрса йĕрĕх, Силевер йĕрĕхĕ, Силевер тӳрри, Кукша йĕрĕхĕ, Кукша тӳрри, Çтаппан (scr. Стапан) йĕрĕхĕ, Уçка Терентей йĕрĕхĕ! Сире юсманпала, хурпала, ăшă xĕлхепеле асăнатпăр-витĕнетпĕр; айван-ашана каçар пире. Охотн. Начнем с „ириха“. Он невидим; местопребывание имеет в лукошке, сделанном из вязовой коры и помещающемся в клети, где-нибудь в углу, на дверью, как у нас (это было) в клети. Лукошко это, впрочем, может висеть и на другом месте, напр., на стене амбара, конюшни и другого какого-нибудь строения снаружи. Ирих посылает чувашам, относящимся к нему без достаточного уважния, как я сказал, наружные болезни. Если у чувашина начинают болеть глаза или на его теле появляются нарывы, сыпь, то он — или ио своему сознанию, или по совету „юмзи“ — варит из пшеничной муки кушанье, в роде киселя, так навываемое „мимĕр“. Затем, расплавив одну свинцовую ружейную дробинку, отливает маленькую блестящую монетку. Сделав в ней маленькое отверстие, продевает через него нитку, концы которой завязываются вместе в один узел. „Мимĕр“ и монетку он несет в тот дом, где находится наказывающий его „ирих“. Кто-нибудь из семейства этого дома, по просьбе принесшего „мимĕр“ и монетку, отправляется в клеть к „ириху“, захватив с собою и „мимĕр“ и монетку. „Ириху“ он молится, чтобы тот снял болезнь с принесшего „мимĕр“. Потом делает несколько земных поклонов, часть „мимира“, со столовую ложку, кладет он в лукошко, а свивцовую монетку вешает на гвоздь, на котором висит лукошко. Остальной «мимĕр» приносится в избу и съедается членами семейства этого дома. После такого моленья чувашин в полном убеждении, что болезнь его снимается «ирихом». Все семейные в той комнате, где ирих, имели серьёзный вид и гояворили только о деле и о вещах, не касающихся нравственности и религии (siс!). Хурамал. Йĕрĕхе, çăнăхпа чуста сарса, пĕчĕк-кăна чашăк тăваççĕ, унтан кĕрпепелен пăтă тăваççĕ; ăна пĕçереççĕ вара. Унтан вара хĕрлĕ çиппеле тăхлан шăратса çакаççĕ. Унтан вара ăна кайса çакаççĕ йĕрĕх çта пур, çта асăнсан: йывăçра пулсан, йывăç турачĕ çине кайса çакаççĕ; çуртра пулсан, çурт патне кайса пăрахаççĕ, хуçисене пĕлтерсе тиекенĕ кĕлетнех кĕрсе çакат. Шаймурз. Пирĕн кивĕ кĕлетре, алăк хыçĕнче, пĕр ленкес çакăнса тăрат. Çав ленкесре йĕрĕх пур, теççĕ. Çав йĕрĕх нумаййĕшне кĕсен-çăпан кăларат, суккăр, тăват, шыçă парат, теççĕ. Çавăнпа вара ăна çулă мимĕрпе пырса чуклеççĕ е тăхлан, пырса, шаратаççĕ. Çапла тусан вара, ыратни чарăнат, теççĕ. Тата çĕнĕ кĕрӳсем, пырса, салам параççĕ. Тата салам панă чух кулсан, килĕшмест, теççĕ. Çĕнĕ кĕрӳсем салам памасан, вăсене йĕрĕх тытат, теççĕ. Тата çав ленкесе пырса тĕртĕнсен те, хĕн-хупăр парат, теççĕ. (Тут же сказано, что от йĕрĕх’а происходят и глазные болезни при чем приведены случаи заболевания). N. Якор арĕм (= арăмĕ) варĕ йĕрĕхне ак çапла çырлахтараççĕ. Онта ĕлĕк Якор арĕм вилнĕ. Çавăн вырăнче халĕ йĕрĕх пор. Вăл, онта лаша ярсан, лашана ниста та ямаç, лашана çав коккăра илсе кĕрсе вĕлерет. Ст. Чек. Йĕрĕх кĕсен-çăпан ярат. Ib. Йĕрĕхе хушпу пек тунă, нухратпа (кузов); нухрат пăрахаççĕ. В. Олг. Йĕрĕх полнă перĕн ялта ватти, отаманĕ. Ялĕпех йĕрĕх полнă, пĕри полнă отаманĕ. Она параччĕ такасам; ялти çын шăпах килет те, парат. Первей çăнăх хорат, икĕ пус окçа хорат, кĕрпе хорат, асăнса она: мана отнаккă ту, тесе, хаман ту; эп сана така паратăп, тет; халчах парăп, тет. Пасара каят, илет така, пĕр полтинник парса илет. Каран пусаччĕ, пасартан кисен. Пуссан, йĕрĕхе поççанчĕ: çăпан ан кăлар мана, суат (= сыват) çăпантан, тет. Поççапат та, ашне çиет пӳрт-ăш халăхпа; шăннине çонтарат. Вара çырлахрĕ, çăпан тохмарĕ. Лаçра хиç-кил полнă, хиç-киле тăрăхла пĕрне çакнă; пусса çисессĕн, аш татăкки яраччĕ. — Йĕрĕхе çĕмĕртĕм, пĕрĕшне туеккине исе тохрăм, виç хут çавăрса çапрăм та, икĕ пуслăх окçасам тохса карĕç, çĕр полĕ; мана ним те полмарĕ, йĕрĕх ним те туимерĕ. Ч. С. Минчет тутарса килекенсем итем-карти патне çарăнаççĕ те, пĕри ху? вун-виçĕ пус, хуть вунă пус (унта тиркев çук) укçа илет те, упăшкипе матки йĕри-тавра çав укçана çавăрса, аяккалла ывăтса ярат. Ăна вăл: пур маткипе упăшкине çакланнă тăшмансем, матки килĕн-и йĕрĕхсем, упăшки килĕн-и йĕрĕхсем çав укçапа килĕшĕр (пусть умиротворятся), тесе, пăрахат. Собр. Йĕрĕхе чӳклес пулсан, тута хĕрне кĕсен тухать, теççĕ. Чертаг. Йĕрĕх йоманĕ; унта кăр-кунне саксам туса, вот хораччĕç ташлчĕç, ĕçсе çиса. Орбаш. Икĕрчĕк, кокăрчăк ехветер вати (чит. ватти) кокăрчăк. (Йĕрĕх). N. Е тата эсĕ — çавăнта çырмара çавă йăвăç кутĕнçе йĕрĕх пур, эсĕ, çавăнта ларса, шăнă та, çавăнти йĕрĕх тытнă сана, тет. Ст. Чек. Кутна йĕрĕх тыттăр! (Брань. Еi dicitur convicii loco, qui coram aliis pedere consueverit). СТИК. Мĕн пулнă кăна, тек йĕрет? — Тем йĕрĕх тытнă-ха ăна, ан тив! (Говорят об упрямом капризнике). Eлаур. Пирĕя ялта (Йалавăрта) чӳк тунă вырăнсем икĕ тĕлте: пĕри ту çинче, тепри ял варринче. Малтанхине киремет теççĕ. Çав вырăнсенче хурамасем лараççĕ. Вăл хурамасене никам та касмаççĕ; вĕсене кассан, çын вилет, теççĕ, йĕрĕх пусат, теççĕ. СПВВ. X. Ырутаман — название (местное? — в Тетюш. у.) одного на йăрăх (йĕрĕх). Жертва. Убеи (б. Буин. у.). Хĕрт-сурта йĕрĕх патăмăр. Макка 234°. Унтан тата, çак эпĕ çырнисене пурне те туса пĕтерсессĕн, тата йĕрĕх тăваççĕ. Ăна ак мĕншĕн тăваççĕ: е куç пăсăлнăшăн, е çăпан-кĕсен тухнăран, е тата юхана ерсессĕн,тăваççĕ. Ăна ак çапла тăваççĕ: пĕçереççĕ икерчĕ пăр(т)а(к)кă тăхлан шăратаççĕ те, вăсене çав йĕрĕх вырăнне кайса тăкаççĕ; ăна вара: икерчĕ лартрăмăр, теççĕ. Хăш-хăш чухне, пит хĕн-асапа кайсассăн, така та пусаççĕ. Ib. 222°. Йĕрĕх çукки кĕрсен, ăна пĕрпысăк тиркĕпе сăра ĕçтереççĕ. (Вирĕм). Хурамал. Йĕрĕх лартни. || Болезнь. Яргуньк. Авалхи çынсен йĕрĕх ятлă чир пулнă. Вăл чире ак епле чире каланă (siс!): е çăпан, е кĕç(= кĕçĕ), е шăтан-юхан ерсен: йĕрĕх тытрĕ, тесе, йĕрĕхе, чӳкленĕ, тенĕ. См. Рекеев. II, 3, III, 6; Золотн. 150; Мильк. 22, Мészáros 24—27, 113, 118, 149.

йĕс

(jэ̆с), желтая медь, латунь. Янтик. † Хăта сĕтел йĕс сĕтел; йĕс сĕтелĕн пăхăр ура; йĕс сĕтелне аврăмăр, пăхăр урине тайрăмăр. У свата стол из желтой меди, а ножки стола из красной меди. Стол мы погнули, а ножки скосили. N. † Йĕсрен кĕпер айĕнче вуник пăчăр тытрăмăр. Орл. II, 248°. Чӳрече виттĕр икĕ кĕвенте утăп. (Уйăх çутти). М. Т. † Йĕс кĕлĕлĕ аттине илсе тăхăнма, пулмарĕ. Завражн. Йĕс хоран, медный котёл. N. † Йĕс таканлă аттăр пур, такăрлатăр урама. N. † Йĕс тупанлă çуни пур, çути юлтăр çул çине. Образцы 88. Йĕвенĕсем йĕс-чĕн-мĕн. Никит. † Çич çил арман, хушшине çи-ç йĕс кĕпер хыврăмăр. Образцы 81. Шăрçа çапнă кăмакине йĕс вут хутса йăрăпăр; йĕс вут хĕрсе çуннă чух хĕрне илсе тухăпăр. СПВВ. ЛП. Йĕс = туйă.

вакла

разменять, мельчать, крошить, изрезывать на части. Изамб. Т. Хăвăн укçу ман çумри укçана ваклама çитет-и? Хватит ли у тебя денег разменять мои деньги? N. Вăл хура (гуся) вакламасăр пĕçереççĕ. Торп-к. † Порçăн пушине ваклама хурăç çеçĕ кирлĕ-мĕн. Имен. Хачă тытрĕ те, пире вакласа, чӳречерен, темĕскер каласа, п(ă)рахрĕ. Схватил ножницы и, разрезав хõлст на мелкие кусочки, бросил в окно, ваговорив что-то. Упа 816. Унтан тăп-тулли вакласа тунă кĕмĕл пуссем пулнă. Янш.-Норв. Пăтти пиçсе ансассăн, виççĕн, хай купаланă пашалусене тăваткăл татăк туса, вакласа хураççĕ. Ч. С. Пăрăва пĕçерме пĕр кĕпер хăми илсе килсе вакларĕç (изрубили). Ib. Тăрсан вара, вăкăрне, пусса пăрахса, вакласа, пĕçере пуçлаççĕ. N. Ĕнине пуссассăн, ашне вакланă чухне, пырĕнчен кĕленче катăкĕ тупнă. || В перен. см. Якейк. Сăмах ваклакан çын сана тем те топса парĕ (о находчивом разговорчивом чел.). Çутталла 20. Çынсем утрĕç ерттелпе, тĕрлĕ сăмах вакласа. КС. Вăл пит сăмаха вакламасть. Он не очень разговорчив. Сказки п пред. чув. 105. Ку темĕнле йăваш хĕр, тесе, халлап ваклаççĕ. Ib. 27. Туй халăхне йĕртнине халап туса ваклаççĕ (повествуют). Изамб. Т. Вакла — говорить пространно и без пользы. Ib. Ан вакла ĕнтĕ! эс вакламасан та пĕлетĕп. Не рассусоливай, и без тебя знаю. N. Сăмаха пит ваклакан çын, человек слишком много говорящий. || Распределить. Хыпар № 8, 1906. Çав 854 миллион (= мĕлюн) тенкĕ укçана 138 миллион çын çине вакласан, кашни çынна, арçынна та, хĕр-арăма та, 6 тенкĕ те 19 пус тивет. || Рассматривать, обсуждать в подробностях.

вак-тăвек

мелкий; мелочь. Юрк. Çуллен-çул аслă праçшксенче вак-тĕвек тӳресем хăйсенĕн пуçлăхĕсене, аслисене: праçникпе тавесие! тесе, салам параççĕ. Сред. Юм. Вак-тĕвек япала, мелкие вещи. Ib. Вак тĕвек сотакан тотарсĕм — коробейники. Изамб. Т. Вак-тĕвек тавар, мелкий товзр. Ст. Чек. Вак-тĕвек япаласене сутса çӳрекен. М. Сунч. Вара пур вак-тĕвек ачасем пăтăпа ашне киле илсе каяççĕ.

валеç

(вал’эс’), делить, разделить; распределять; раздавать; оделять. Н. Седяк. Укçисене валеççе илеççĕ. Деньги делят между собою. Янш. -Норв. † Купăс, купăс калаçать, тапнă вăйне валеçет. Н. Шинкус. Пăттине вара валеççе илсе, килĕсене тавăрăнаççĕ. (Моленье). || Сдавать (игральные карты). Б. Бур.

валим

для. Ст. Янсит. Эпĕ атте валим, вăл суха тунă, тырă акнă чухне, апатсем тума шыв илсе кая-кая параттăм.

валли

для, ради (послелог). N. Унăн пурлăхне хăйне валли тăвас тесе, Палермона кайнă. Сред. Юм. Куç валли пôр та, ал валли çôк. (Кôрассине кôрап та, илме çôк, тессине калаççĕ). N. Хăйсемпе пĕрле кучченеç илсе каяççĕ; унтан лерен каллех пыраканĕсем валли парне парса яраççĕ. Якейк. Йĕри-тавра пăхрăм та, пире валлисам (таких, которые были бы для нас) конта çок. Н. Седяк. Этемсем ака таваççĕ, ака пуç кашти валли касап (срублю, осину). М. Андреевка. Атте мана валли (для меня) ешчĕк туса пачĕ. Артюшк. Ку йывăç тимĕрçĕсене кăмрăк валли (на угли) аван.

валт

(валт), подр. живой и быстрой походке. Собр. Валт-валт утакан, тавра кайсан, çу хыпат; ленк-ленк (вяло) утакан, тӳрĕ кайсан, йĕкел юман çинчен ӳкнине курнă та, çапах ăна тупайман, теççĕ. (Послов.). СТИК. Электричество (у др. електритсă) савăчин трупинчен тĕтĕм валт, валт тухса тăрат („с промежутками, пĕр тытăнăн мар“). Ib. Пĕр-пĕр хулăн тавара çил çине илсе тухсанах, вăл валт! туса илет. Ib. Кăраççинăпа йĕпетнĕ япалана вут тивертсен, валт! çунса каят (вспыхивание керосина на каком-нибудь предмете). Ib. Кĕпене вут хыпнине: кĕпе валт! туса карĕ те, сӳнтерме те пулмарĕ, çунчĕ-пĕтрĕ (теççĕ).

вальăм-хуçа

то же, что валĕм-хуçа. Хурамал. II, 83°. Çав хăварнă пăтăранах тата пĕр пашалу илсе, Вальăм-хуçана чӳклеççĕ. Çав пăтăранах илсе, Кĕлĕ амăшне (Вальăм-хуçа амăшне) пашалупа чӳклеççĕ. || Назв. оврага (вар) около д. Лобашкиной, б. Алик. вол.

варлă

приветливый, добрый, сердечный; тароватый. Кратк. расск. Авраам вăл пит варлă çын пулнă. Çав çынсем патне пынă та, ӳксе пуççапнă вĕсене. СПВВ. ПВ. Варлă çын — добрый. Фи. Финн çынни тата питĕ чăтăмлă, варлă çын. Çын хăйпе кăмăл калаçсан, вăл унпа кăмăллă, йăвашшăн калаçат. Бур. † Кил йышĕ варлă пулсассăн, сĕтел умĕнчи çын эпир. N. Çакăра-тăвара та пит варлă çынсем. В отношении хлеба-соли они тоже очень тароваты. Юрк. Ăшă кăмăллă, варлă çынсем, amabiles, соmеs, lrpidi). || N. Варлă тус. || Состоящий в дружеских отношениях. ЧС. Сителĕклĕ пурăнакан çынсем хăйсен хурăнташĕсем, варлă çыннисем патне хăнана çӳреççĕ. || Дружно, любовно. X. Çăкăр-тăвар пĕрле ĕççе çимелле пултăр, пĕр варлă пурăнмалла пултăр. СПВВ. Вар, варлă пурăнас, варланас. Яргуньк. Хĕрĕ пĕр ĕмпӳ ачипа варлă пурăннă, тет те, çавăнпа çав çĕвĕç хуçана каяшшăн (замуж) мар, тет. Сĕт-к. Олянпа Микула пит варлă порнаççĕ. Ядр. Тата вĕсене варлă пурăннă хĕрсем ашăли(-ал-шăлли) туса параççĕ. || Состоящий в любовных отношеииях. А. П. Прокоп. || Укçинепе варлă ача варне тытса макрать, тет. Юрк. † Пирĕнпе варлă çичĕ хĕр, çичĕ хут чаршав карсамăр, мана илсе юлсамăр (Солдат. п.). N. † Пирĕнпе варлă хĕрсем çук, çавăнпа пирĕн тутăр çук. N. † Хамăрпа варлă хĕрсене хамăр чĕрçине лартрăмăр. Яргунък. Çав улпутăн арăмĕ пуппа варлă пулнă, тет. Сред. Юм. Арçынна варлă (любимая мужчинами), хĕр-арăма варлă (любимый женщинами); арçынна варлă, тесе, арçын пит килĕштерекен хĕрарăма калаççĕ; хĕр-арăма варлă тесе, хĕр-арăм пит килĕштерекен арçынна калаççĕ. Сред. Юм. Арçын (арз’ын) варлă — с мужской физиономией. || Пĕр варлă, единоутробный. Изамб. Т. Пĕр варлă çынсем, дети одной матери. У КС. — пĕр варти çынсем.

вара

ужо. N. Вара пурăп, халь ерçместĕп. Собр. Варана кайсан, вараланат, теççĕ. (Вослов.). Тоск. Варана юлнă япала варланнă, теççĕ ваттисем. (Послов.). Регули 1227. Вара кил; вара тăвам. Ст. Чек. Ĕçе, ăна çийĕнче туса пăрах; варана юлсан, варланат, теççĕ (иначе дело забудется). || После, с, через. Орау. Эп вара килетĕп, виççелле, виç сахаталла (часам к трем). Регули 286. Эп сумар мартан вара (сувалнăран вара) онта ялан çӳретĕп. Т. VI. 12. Паянтан вара — с сегодняшнего дня. Кан. 1928, № 149. Ĕç çур-куннерен вара тăсăлать. Дело тьянется с весны. Альш. Çав кунтан вара — с того дня, Ч. С. Виç кунтан вара, через з дня. {{anchor|DdeLink21822718894160}} || Указ. на возможный вывод, следствие или заключение. Часто ставится о тем же оттенком конечного вывода и в вопросах. Изамб Т. Епле, укçа тухмалла-и? Мĕн чухлĕ-ши? — Ахăр тухмалла. Темĕн чухлĕ вара тухмалла, пĕлместĕп. Ib. Пăятам тепле вара, пăянам хуш сăмаха-йăмаха пит вичĕкĕн япала. N. Касаксем: акă халĕ тинĕс тĕпне кайăпăр вара, кайăпăр, тесе, каласа тăраççĕ («вот-вот»). N. Унта тытаççĕ вара пулă, тытаççĕ вара пулă (повторение), тетелĕпе шак хывса. Регули 251. Атти тухманшăн вара эп те ништа та тохман. N. Ме, акă пилĕк çĕр тенкĕ; анчах асту, ыран ирех илсе кил вара (принеси). Кан. 1928, № 149. Çуттишĕн (за вино) ĕç тăваççĕ, тоççĕ вара Тури-Тимĕрç-кассем. Шел. II. 58. Сывă-халĕ, лайăх пурăнать, питĕ чее вара, терĕç. N. Темĕскер вăрри вара (не знаю, что это за семена). Подгорное. Ача, Иван чăнахах Мускава кайнă-и вара? Епле лекнĕ-ши вара вăл унта? Цив. Еппин кăçта вара? Где же она у тебя? Ч. С. Ни хура мар, ни сăрă мар, хăй вара çарамас пек курăнать те, шыв хĕрринчех выртать (вутăш) Альш. Ай-ай аван çынсем-çке вара çав Мишкасем! Ну и хорошие же люди этот Михайла и его жена! СТИК. Вара мĕн хытланан эс? (Говорят человек, пораженный поступком товарища. Значение «вара» определится, если ты сопоставим выражения «вара мĕн хытланан ес?» и «мĕн хытланан эс?» Последнее выраж. значит; «что ты делаешь?», а первое «ну, что ты двлаешь?!» || А действительно ли... Сред. Юм. Аçу килте-и вара? А дома твой отец? || Будто. Нюш-к. Çав укçа (клад) кĕш(= хăш) чухне лаша е урăх япала пулса çӳрет пулать вара. || Однако, а. Альш. Вĕсене тивеймерĕ вара. Однако они остались нетронутыми (пожаром). П. П. Т. Калăмтенĕ сăмах мĕнле сăмахран та пулин тухат пулĕ-те, анчах эпĕ ăна пĕлейместĕп вара. N. Петĕр: выртма яратни килемей? тесе каларĕ, тет. Килемĕшĕ (старушка): выртасси выртăн та, эсĕ Иван тĕслĕçке вара, тесе каларĕ, тет. Сĕт-к. Çав Елекçин ним латăллă калаçни та çок вара. Перев. Вара (тогда) эпĕ: ку кам манпа пĕрле юрласа пырать? тесе ыйтрăм. — Эпĕ, тет,—Вара кам эсĕ? — Эпĕ санăн нушу, тет. || В таком случае, и тогда. Регули 1515. Мана пĕр . конлăх анчах парăр, вара çитĕ. Орау. Раштава сирĕн пата пыма юрать-и, килте пулăр-и? Çырăр çавна. Вара пырас. || Разве. Ч. С. Пĕр чĕрес сĕт нумай-и вара? N. Эс пасара каятним вара? || Уж не... ли. N. Пирĕн уччилни карташĕ хӳмине вут хыптарман-и вара? тетĕп. Я думаю: «Уж не подожгли ли забор двора нашей школы?» N. Кашкăрĕ калать, тет: тилĕ тус, эсĕ шăмасна (= шăмастăн-а) вара ман çие? || Едва ли... Альш. Качча кайиччен иккĕ-виççĕ а каяяççĕ-и вара хĕрсем хĕр-сăрие? Пĕрре-кăна кайнă, тиекенсем те пур арăмсен хушшинче. СТИК. Пуласса пулĕ те вăл хаçан-та-пулсан, эпĕр курмалла пулайăпăр-и вара ăна? (т. е. едва ли нам придется дожить до этого). || Да ведь. Кратк. расск. 24. Унтан тăванĕсене каланă: вара эпĕ И., тенĕ. || Потом... (с остановкой, при расскзе). Орау. Çан чухне çапла ятлаçрăмăр. Вара... çав çилĕпе, халь те чашлатса çӳрет (злится): пĕр-пĕр алла ӳнерĕп-ха, тесе калат, тит. || Выраж. подверждание, как русск. да. К. -Кушки. Эс паянах каятним ĕнтĕ? — Вара. Паян тухса кайсан, вăхăта çитĕп, тетĕп. Разве ты сегодня же едешь? — Да. Я решил, что если я выеду сегодня, то успею к сроку. Срв. ара. || С уст. накляну что же. N. Илин вара! Ну что же, если возьмет! || Дальше (чего-либо). N. Теччĕрен вара кăйман.

варăш

(вары̆ш), назв. растения. Шибач. Варăш — очень крупное зонтичное раот. Сиктер. Ку хĕр, шăммисене илсе, пуçтарса, шурă тутăр çине çыхса, варш (ниже: варăш) тĕпне кайса хурат, тет.

васкат

торопить. Упа. Ман кĕрĕке илсе, хул-пуççи çине çакса ячĕ те, мана васкатать. || Орау. Манăн васкатаканни пур-ха, кайса килем („за нуждой“).

Ваçанкка

личн. имя мужч. Хыпар № 31-2, 1906. Кăш тăрсан, кĕçĕн ачине, Ваçанккана, илсе пыма хушса хăварчĕ.

ватă

(вады̆) или ват, старый, старинный, древний, ветхий. Ч. П. Ват, ват инке, ват пуçтарма тухсамăр. Яргуньк. Шăтан-юхан ерсен, йĕрĕх валли нимĕр пĕçерсе: ват аки (см. йĕрĕх), тытрăн-турăн пулсан, çырлах, тесе, хурама пĕрне-шне пĕр кашăк нимĕр янă. N. Çӳлте турă, çĕрте патша, сире кĕл-тăватпăр лайăх чĕлхе-çăварăмпа, таса чунăмпа, ырă кăмăлăмпа. Ырăлăх-сывлăх патăр, лайăх çынпа паллашма патăр; ватсене курсан, пичче темелле пултăр; çамрăксене курсан, шăллăм темелле пултăр; карчăка курсан, асанне темелле пултăр; çамрăк хĕрсене курсан, йăмăк темелле пултăр. Ача-пăчаллă пулччăр; ватăлса, шурă çуçлĕ пулаччен пурăнччăр. (Хĕве хупнă чух пиллени). Çăварни. Кам пĕрре усала вĕреннĕ, ват йăлапа çак сăмахсене итлесшĕн мар, вăл пĕлсе тăтăр... Ө. Никиф. Ват сăн çапнă (постарела лицом). Сред. Юм. Ват çăка е хорама котне «тôла тохсан», кота çăпан тохать, тет. (Народн. поверье). К.-Кушки. Эпир ăна илнĕ чухнех вăл ват лашаччĕ. Мы купили эту лошадь старою. N. † Ват тура пек какамай (т. е. кокамай), ыр кон-çолне халала (= халалла). Регули 715. Çав çын; ватăрах-хи, чăваш. Тот, постарше — чувашин. Сл. Кузьм. 63. Ватти — ватă мар, çамрăкки — çамрăк мар. Собр. Тăрсамăр, ачасем! амаш ватти килет, тет те, хыптарать те çунтарать. || Старость. Орау. Ваттăм çитрĕ-çке ĕнтĕ! Пришла моя старость! Ватту çитнĕ (твоя). Ватти çитнĕ (его). Бугулъм. † Выльсам-и, тантăш, ай, кулсам-и, çамрăк пуççу ватта юличчен. Альш. Ватта хирĕç кая пуçларăмăр ĕнтĕ (приближаемся к старости). Орау. Стариккин те ватти çитнĕ те, кушак пек кăмака тăрнчен (çинчен) анмаçть. Шурăм-п. № 25. Куккукĕ тĕрĕс каласа паманнине ватăрахпа (на старости лет) кураççĕ те, ăна ĕненми пулаççĕ. Г. Т. Тимоф. Ватă енне кайсан, çын ытларах калаçакан пулать çав. Senectus natura loquacior. Орау. Ватă енелле карăмăр ĕнтĕ (или: сулăнтăмăр). Ib. Ваттăм çитнĕ-çке ĕнтĕ манăн. Ядр. † Çавă Шăмат хĕрĕсене эпир илсе килмесен, ватта юлас сасси пур. || Старик, старуха, старики, старые люди. РЖС. Ватă ăна каланă. Старик сказал ему. Чăвашсем 4. Ватта курсан, чыслă тĕл пулса, чыслă иртсе кайтăр (по-желание ребенку в молитве). Альш. † Çакă килте пĕр ватă, ан калăрсам йывăр сăмахăра. П. И. Орл. Ватă хисепне кĕнĕ. Вступил в разряд пожилых (гов. о женатых, хотя и мододых). N. Ватта пăхан выçă çӳремен, утта (т. е. ута) пăхан çурран çӳремен, тет. Собр. † Ыраш шăркана ларнă чухне çара алпа ярса тытмарăм; яш пĕве кайнă чухне ватта ятран каламарăм. БВ. Ута пăхакан çуран çӳремен, ватта пăхакан выçă çӳремен. СПВВ. Ватăсем = стариксем. Альш. Авал ялти-йышри ĕçе ватă шухăшласа, ватă туса тăнă.

вашшăн

подр. сильному дуновению ветра. Чуратч. † Вашшăн-вашшăн çил вĕрет, мана илсе каясшăн. (По утверждению одного тамошнего уреженца, в Чуратч. Говорят только вăшшăн.

вый

(выj), то же, что вăй, сила. N. Ну, çак старик: таста темĕскер те хăтланĕ, тесе, утсам пама хăранă. Вара выйпах ултă лав илсе кайнă çак çын. Регули 759. Эп турăм, мĕн чол вый çитнĕ таран. Якейк. Клетки пĕчĕккĕ те, вый те (вм. вăйĕ те) çок поль çав (про лошадь). Ib. Мана халь вый кĕре пуçлар (говорят и вăй).

вылянтар

понуд. ф. от вылян_. Сказки и пред. чув. 34. Икĕ аллин пӳрнисемпе кушак-кайăк вăййине вылянтарма тапратать. Капк. 1929, № 6. Вăрăм авăрлă пичете вылянтарать-çеç. Сказки и пред. чув. 69. Е пир тĕртме ларать те, вылянтарать ăсине. П. П. Т. Чикке çитсен, чи малтан пурте çумăнчи мĕн пур япалисене (т. е. одежду) çӳлелле (ывăтса), шăрăхра кураксем, чавкасем вылянă пек анчах вылянтараççĕ. (Сĕрен). СТИК. Купăса вылянтарат-кăна (играет хорошо). N. † Çичĕ те пиллĕк сарă курка — вылянтарăр аллăрта; çинçе пӳлĕ сара хĕр — вылянтарăр умăрта. Сред. Юм. Илсе кĕнĕ пĕр четвĕрт эрех те, ахаль вылянтарать вит! (и давай распивать!).

выльăх лекĕрĕ

ветеринар. КС. Нурăса кайса, выльăх лекĕрне илсе килтĕм.

вырăн

место; местность. Ст. Айб. Выртсан, ут вырăнче: ларсан, черкке вырăнче. (Алăк). Яргуньк. Тăрсан, çăмарта вырăнĕ илĕп; выртсан, лаша вырăнĕ илет (sic! Кĕвенте). Альш. † Пĕкĕ те çук, ăсĕ те çук: ăс тăмалăх вырăн çук (у невесты). Т. П. Загадки. Тĕмĕн чухлă(= чухлĕ) вăрмана шăнăçмасть, пӳрт вырăнлĕх хире шăнăçать. (Сӳре). Истор. Халăх вырăнĕ-выранĕпе (местами) анчах пурăннă. Альш. † Вырăсла хапханăн вырăнĕ аслă, вырăспалан тутарсем кĕреймес. Пирĕн аттепелен анненĕн ячĕ аслă: пули-пулми çынсем кĕреймес. Кан. 1927, № 231. Кĕт сасă-чĕве пулсанах, чупса тухать: вырăнçех-и лаша? (на месте ли дошадь?). || Усаденное место. А. Альш. Ĕлĕкхи çынсен вырăнĕсем. Юрк. Ял вĕçне вырăн илсе, çурт ларттара пуçлат (строиться). Макка 209. Ие особенно мунчара пулать, тата вырăнта та пулать; вырăнта выльăх-чĕрлĕх хупакан çĕртре пулать. Могонин. Тепри уна хирĕç каларĕ: вот мĕн вăл киремет: помещик пак урăм çĕрте, вырăнпа пурнакан усал, терĕ. || Постель. Ст. Чек. Качча каяччен, унпа пĕр вырăн çине выртса пăхрĕç те, ним те тăваймарĕç. || Место службы, служба, должность. N. Оренбургра вĕренсе тухнă тăванĕ. Я çав хуларах гражд. гимназияна вырăна кĕчĕ. Юрк. Эсĕ çеминарире-вырăнта пурăннине эпĕ халичен те илтменчĕ. Истор. Хăй çапах та пысăк вырăна ӳкесшĕн тăрăшман. Юрк. Ку çулĕ (на этот раз) тата сана мĕшĕн вырăнтан кăларса ячĕç? || Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 13. Ĕмĕтленмен вырăнтан (неожиданно). || Польза. Сл. Кузьм. 91. Вăрланă укçа вырăна пымасть (не идет в пользу). || Основание. Юрк. Хурласа калаçмалăх (её) вырăн çук. Ib. Пĕртте усал сăмах калама та вырăн çук (нет основания). Ib. Ватă çынна хирĕçтерес мар, ун пек ырă çынна йăпатмалăх та вырăн пур. Ib. Вĕсем тĕлĕшĕнчен кăлăхах калаçма та вырăн çук (не стоит). || Место «на том свете». Ч. С. Турă сана аван вырăн патăр анчах (гов. умершему). N. Лайăх вырăн патăр. Макка 215. Ашшĕпе-амăшĕ калаççĕ: эй турă, пирĕн ывăлăмăра лайăх вырăн тупса парчĕ! теççĕ. || Домаш. ссоры до добра не дов. Санăн ăшу-чиккӳ вăркать, чĕрӳ хăй вырăнĕнче мар. Ты тоскуешь, у тебя сердце не на месте. || Гнездо (пчел). Торх. (Курм.). Хуртсем хăйсем вырăнне тасатаççĕ ама сысма.

вырăна лар

оказать действие. Ст. Яха-к. Юмăç карчăксем валли, чӳк тумалла пулсан, яланах сăра тусă, эрех илсе лартаççĕ. Апла тумасан, чӳк туни вырăна лармаçть, теççĕ. || Выправиться. КС. Çав ура мăкăлтанни (вывих ноги) манăн вырăнне лармарĕ.

вырăнне

вместо, за, на место. О сохр. зд. Мĕн тухнă вырăнне. Вместо того, что выходит. Юрк. Эсĕ çырасси вырăнне çывăрса ларатăн, тет. Рукоп. календ. Прокоп. Пилĕк пăт чĕкĕнтĕр пĕр пăт утă вырăнне тăрать (заменяет). N. Ăна панине çухалнă вырăнне хур (считай за потерянное). N. Тырă пулман вырăнне. В возмещение неурожая. Макка 211. Унтан тата унăн тупăкне илсе тухнă вырăнне мунча чулĕ хураççĕ. Ала 92. Çакă пичĕшĕн арăмĕ, çакă тăлăхсен инкĕшĕ, амăшĕ вырăннех пулса тăнă (заменяла им мать). Ау 17. Вăл çичçĕр пăтлă арман чулне кушак вырăнне анчах хурат (считает за кошку, т. е. такая тяжесть ему нипочём).

вырăсла апат

то же, что вырăс апачĕ. Хурамал. Вырăсла апат вăхăчĕ — хĕвел тухсассăн, пĕр виç сехет иртсен. Трхбл. Вырăсла апат — прибл. в 8—9 часов утра, т. е. когда — предполагается — завтракают русские. Изамб. Т. Хĕвел вырасла апата çитсен, пĕр вун-пилĕк çулхи хĕр апат илсе килчĕ.

выртма

ночная пастьба лошадей, ночное. Ч. С. Выртмара ачасем хăшĕ выляччĕç, хăшĕ-хăшĕ юрлаччĕç. Уф. Утă пĕтерсен, эпир ачасемпе, лашасене илсе, выртма каятпăр. Мижула. Пирĕн ялта халь те выртма каяççĕ. Орау. Выртмара хăшĕ умма пĕçереççĕ, хăшĕ вуттине патакпа пăтраткаласа, кулса, теприн уммине йăкăрласа тăрать. Тепри хĕрпе аçам айĕнче пĕр-пĕр чăрăш кутĕнче мăкăртатса выртать. Тата вутран катанарах яшши хĕрне хыпашлама тытăнать, курнать те, хĕрĕ: кай, чарт! (чорт) тесе, кăшкăрса выртать. Е хăшĕ, шаймăкраххи, хĕрпе яшши выртнă çĕрелле пĕр-пĕр çерем катăкне-и е пĕр-пĕр мăйракаллă-маçарлă кăк тункатине кустарса ярать. Тепĕр çĕререх вуннăн-вунпилĕкĕн йĕр-йĕрле выляççĕ: пиçиххине кăлараççĕ те, йĕрне шыраканне çурăмĕнчен тан! тутараççĕ.

вырттарса ларт

не давать ходу. Туперккульос 14. Вĕсене йĕри-тавра ӳт илсе выр(т)тарса лартать.

вил

умирать; дохнуть. Чăвашсем. Чăвашсем, çын вилсен, тăвакан йăла. Чăвашсем çын вилсен: ача вилсен те, пысăк çын вилсен те, чунĕ тухсанах, часрах чĕрĕ çăмарта ывăтаççĕ, ăна хĕвел тухăçĕ енелле ывăтаççĕ. Вăл çăмартана ак мĕншĕн ывăтаççĕ: çăмартана, çĕмĕрлесрен хăраса, епле çепĕç тыткалаççĕ, çын чунĕ те çавăн пек çепĕç пурăнмалла çĕре кайтăр, теççĕ. Çав çăмарта пек числанса пурăнмалла пултăр, теççĕ. Унта(н) вара, çăмарта ывăтсан, вилнĕ çын кĕпине çурса кăлараççĕ; ăна ахаль, хывса илмеççĕ, умăнчен çурса, сăкман пек хываççĕ. Ăна: çынăн чунĕ пӳлĕнсе ан тăтăр, уçă çĕрте çӳретĕр, тесе, çапла хываççĕ. Унта(н) çынна çума шыв ăсма каяççĕ; унта виççĕн каяççĕ, пĕри малтан курка тытса пырат, тепĕри вăта çĕртен хуран тытса пырат, (тата) тепĕри кайран витре тытса пырат. Унтан вара çав курка çине те, хуран çине те, витре çине те, шыв тултарса килеççĕ. Вăл шыва хуранпа çакса ăшăтаççĕ те, вара çынна çума тытăнаççĕ. Ăна хăшĕ хăй çемйипех çăват, хăшĕ тытса çутараççĕ. Ăна çăваççĕ супăньпа, пĕри çуса тăрат, унти çынсем пурте пĕрерĕн-пĕрерĕн шыв яраççĕ; ăна, куркана тытса, тӳртĕн яраççĕ. Унтан, çуса пĕтерсен, вара тумлантарма тытăнаççĕ. Малтан тăхăнтараççĕ кĕпе-йĕм, унтан сăкман, пиçиххи çыхаççĕ, алса, калпак тăхăнтараççĕ те, вырттараççĕ вара; унтан пĕри тупăк тăват, пиллĕкĕн-улттăн алтма каяççĕ. Тупăк туса пĕтсен, ăна илсе кĕнĕ чух пӳртри çынсене пурне те тула кăлараççĕ, пӳрте пĕр çын та хăвармаççĕ. Тупăк хыççăн вара пурте кĕреççĕ. Вăл тупăка илсе кĕнĕ чух тула тухмасан, пӳрте юлакан вилет, тет, вара. Унта çынна тупăк çине вырттараççĕ; ăна вырттарнă чух, çынна тупăк тĕлне тытса, виççĕччен: ан хăра, ан хăра! тесе, суллаççĕ те, вырттараççĕ вара. Унтан, пупа илсе килсе, кĕл-тутараççĕ; пуп кĕл-туса кайсан, часрах вут хутаççĕ те, икерчĕ пĕçереççĕ, тата пĕр чăх пусаççĕ; унтан, икерчĕ пиçсен, хывса тăкаççĕ те, тупăк патне пырса, сасă кăлараççĕ: йĕп пек çĕр çурăлчĕ, йĕп тухрĕ, сан тĕлĕнчен кун пĕтрĕ, тесе. Çапла тусан, вара пытарма илсе каяççĕ; пытарма илсе тухиччен, кăмакара чул хĕртеççĕ, ăна вара хапхаран илсе тухсанах, çав хĕрнĕ чула вăсем хыçĕнçен ывăтаççĕ. Вăл чула: ырă усал сирĕлтĕр, кунта ан юлтăр, хăйпе пĕрлех кайтăр, тесе, ывăтаççĕ. Масар çинче, шăтăка янă чух, тупăка шăтăк тĕлне тытса, виççĕччен: ан хăра, ан хăра! тесе суллаççĕ те, вара шăтăка яраççĕ: ярсан малтан çĕр пуçланă чух хăпартса хунă тăприне: пил ту, пил ту, тесе пăрахаççĕ. Унтан вара тăпра ишеççĕ. Тăпра ишсе таптасан, çав шăтăк умне вут чĕртеççĕ, хăйсем пурте, умлă-хыçлă тăрса, шăтăк йĕри-тавра виçĕ хут çавăрăнаççĕ; çавăрăнса çитсен: эпир сана асăнах тăрар, эсĕ пире ан асăн, теççĕ те, вара, каналла пĕртте çавăрăнса пăхмасăр, утаççĕ. Унтан, киле çитсен, алăк умăнче çав пытарма пынисем пурте пичĕсене-куçĕсене çуса кĕреççĕ. Вăсем кĕнĕ тух, пӳртрисем пурте тула тухаççĕ, вара вăсем хыççăн кĕреççĕ. Унтан вара çав çĕр пуçлакана, тупăк тăвакана пĕрер тутăр параççĕ. Хĕр-арăм вилли пулсан, пурне те пĕрер тутăр параççĕ. Çапла парсан, вара икерчĕсем те, хай пуснă чăхха та хыва-хыва çиеççĕ. Çисе тăрансан вара: хуйхăр харам пултăр, тесе, тухса каяççĕ вара. Ун чух хыçалтан ăсатма тухмаççĕ вара. Унтан вара тепĕр каç: çиччĕшне тăватпăр, тесе, пĕр сурăх пусса, тата икерччĕ пĕçерсе хываççĕ. Тата та пумилкке тăвиччен, кашни эрне-каç хывса тăкаççĕ. Пумилкке тăвас уммĕн, эрне-каç, мунчна хутаççĕ те, пур ăратнесемпех мунча кĕреççĕ. Унта çав вилнĕ çынна тухса кăшкăраççĕ: мунча кĕме кил, тесе. Мунчаран ытти çынсем тухсан, пĕри кая юлат та: вилнĕ çынна мунча çапатăп, тесе, милкĕпе лапка çине çапат. Унтан: ак сан шыв, ак милкĕсем, тесе, лапка çине шывпа милкĕсем хурса хăварат. Киле таврăнсан вара, сурăх пусаççĕ, пĕр чăхă пусаççĕ те, тата икерчĕ пĕçереççĕ. Аш пиçсен, икерчĕ пиçсен вара: сан(а) юлашки эрне-каç тăватпăр, тесе, хыва-хыва çиеççĕ вара. Çапла тусан, шăмат-каç пумилкке тăваççĕ, е тунти-каç тăваççĕ. Чăвашсем тирпейсĕр вилнĕ çынна масара чиктермеççĕ; шыва кайса вилни, çакăнса, çапса пăрахни пулат-и унта, вăсене масара чиктермеççĕ, ун пеккисене масарă чиксен, çумăр та çумаст, тырă та пулмаст, теççĕ. Ăнсăртран масара чикнĕ пулсан та, ăна вăрттăн кăларттараççĕ. Пĕлтĕр кукша Кĕркурийĕ çакăнса вилнĕ, тет; ăна çемйисем, çынна систермесĕр, пупа кĕл-тутарттарнă, тет те, масарах çикнĕ, тет. Ăна вара кайран сиссе: çумăр çумаçт тесе, масартан кăларса, çӳле урăх тĕле чикнĕ, тет. Ун пеккисене чикекен вырăн урăх тĕле тунă, унта ĕнтĕ эп астăвасса пилĕк çын чикрĕç. Çав Кукша Кĕркурийĕне масартан кăларса тикме харсăр çынсене пĕр витре эрех те виçĕ тенкĕ укçа панă, тет халăхпа. Зап. ВНО. Хĕрсĕр хирте вилмен, ывалсăр вăрманта вилмен. (Послов.). Т. М. Матв. Вилнĕ, тенине: тăвар сутма кайнă, теççĕ. Вместо того, чтобы сказать: «умер», говорят: „отправился торговать солью“. N. Пĕр çын çĕрле тухнă та тула, чут хăраса вилсе кайман (чуть-чуть не умер). N. Кайран ашшĕ те вилес пулчĕ, тет. Юрк. Ашшĕ виле пуçланнине илтсен... Услыхав что умирает отец. Етрух. Чăваш вилсен, епле тирпейлесе пытарни. Чăваш вилес уммĕн хăйне кам çумаллине каласах хăварат: тупăкне кам-кам тумаллине, тата шăтăкне кам-кам чавмаллине, е малтан юратнă çынна çĕр пуçлама. Унта хай çын вилет; уна çăвакансем шыв ăсма (каяççĕ). Пĕри хуранне çĕклет, тепри витрине илет, тепри алтăрне илет; каяççĕ вара çăл вутне. Унта вара, витрипе ăсса, хуранне тултарать, тата алтăрне тултарать, вара витрипе ăсать. Пурне те тултарсан вара, çăл кутне виçĕ сĕвем çĕлем-çип (= çĕлен-çип) вĕçĕмрен чăсса (= тăсса) пăрахаççĕ; уна пăрахнă чухне калаççĕ: эй, пиллетĕр; çулĕ чипер, канăçлă пултăр; чунĕ çак çип пек тӳр çулпа канлĕ вырăна кайтăр! — Вара çав виçĕ савăчĕпе те шыв ăсса тавăрнаççĕ. Вучаххине пысăк хуран çакса, пур шыва та унта яраççĕ, ăшăтма; çăвма тытăнаççĕ. Вилĕрен кĕпине çурса хываççĕ, вара пĕри шывне ярать вилĕ çине, иккĕшĕ çăваççĕ. Çăвсан, уна таса шурă кĕпе тăхăнтараççĕ, вара тупăкне вырттараççĕ. Вара унта мĕн пур çынна 3 сĕвем çĕлем-çип параççĕ: çулĕ ăнтăр, (тесе). Вара, нумай-и, сахал-и вăхăт иртсен, чиркӳне пӳртрен илсе тухаççĕ; пӳртне пĕр çын та юлмаççĕ, пурте ăсатма кил-картине тухаççĕ. Унтан, ăсатса ярсан, каллех пурте пӳрте кĕре-кĕре тухаççĕ. Хĕр-арăм вилсен, кăмака умне хуран çаккине пыра-пыра пăхаççĕ: сулланмасть-и? Ĕлĕк, хăй пурăннă чуне, хуран çаккине, ир тăрсан та, каç пулсан та, уна тытман кун иртмен те-ха; мĕн тăвăпăр ĕнтĕ? Калаççĕ уна. Виле илсе тухсан, унăн чунĕ хуран çаккинчен усăнать пулать вара; вилесем уна темĕн чухлĕ йышлăн тытса тухаççĕ пулать, вара хуран çакки сулланать пулать, теççĕ. Пурте, çавна пăха-пăха тухса, килĕсене кайса пĕтеççĕ. Арçын вилсен, алăк патĕнче ярхах пулать, çав йăрхахран уснать пулать унăн чунĕ. Унтан вара çапла тата шăтăка янă чухне: ан хăра, ан хăра! теççĕ. Тăприне ярса пĕтерсен, аякка саланнине питĕ тĕплĕ пуçтараççĕ; ун тăприне лайăх пуçтармасан, хăйне пуçтарттарать, теççĕ. Вара, çапла ĕçлесе пĕтерсе, тавăрнаççĕ: калла ан çавăрăнса пăхăр, теççĕ. Калла çавăрнса пăхсан, çав çын хăй çулталăкчен вилет, теççĕ. Унтан таврăнсан, мунча кĕреççĕ. Мунчара ăш памаççĕ; çавăн ĕçне тунисем кăшĕ (= хăшĕ), астумасăр, ăшши чул çине парсан, тепри уна калать: мĕн-ма ăшши патăн? виле лери тĕнчере вĕтелеççĕ, тет, Вара вăл хăй калать: ах, астăвмарăм-çке эпĕ! Часрах пĕр курка сив шыв ăсса, алăкне чашт! сапать; вара виле вĕтеленĕ çĕртен сивĕтрĕç, тет, пулать. Çапла калаçаççĕ ваттисем. Орау. Вăсам кушака чĕррине пуçтараççи, вилнине (так!) пуçтараççи? — Ăна-кăна пăхмаççĕ, чĕррине те виллине (так!) те пуçтараççĕ. N. Ăстан вилен-ке? Макка 187. Вилнĕ çын çулĕ — нитки, бросаемые после смерти человека. Сред. Юм. Пĕрре Атăла кая парса, вилес сĕртен йолнă-ха еп (избавился от смерти); тепĕр кайсан, тôхаймастăл поль вара. Сала 71. Ача калах вилес пек макăрма пуçларĕ, тет. Зап. ВНО. Вилес карчăкпа кайăс хĕр пек (намек на сказку). Истор. Иванăн çар-пуçлăхĕ Курбский, хăй ушкăнĕпе вĕсем патне кайса, вăрçа пуçланă та, лешсем вилекеннисем вилнĕ, мĕн юлнă пеккисем вăрмана тарса пĕтнĕ. N. Вилекен хуралçă, покойный караульщик. Альш. Тата пурăнсан, старикки вилме патне çитет, тет. N. Вилме пуçтарăннă çын, умирающий. N. Вилме каян (каякан) пуйса килнĕ, пуймă каян (каякан) вилсе килнĕ, теççĕ. Юрк. Вилме-кайĕ (= вилин)! Так что же, если он умрет! Янтик. Вилнĕ çынна чĕртмелле ку! (Çĕçĕ е пуртă пит мăка пулсан çапла калаççĕ). Альш. Вилнĕ-вилмен выртат. Находится в опасном положении (больной). Ib. Вили-вилми выртат. Находится в безнадежном положении (больной). Б. Яуши. Пӳртрисем пурте вилнĕ пекех çывраççĕ, тет (спят мертвецким сном). Орау. Хĕнесе, вилнĕ пекех тунă. Хĕнесе, вилес патнех çитернĕ. Избили до полусмерти. Ядр. † Ай, çырлахах, карчăксем, шăтарас пек пăхаççĕ! — вилнĕ шапа куçĕпе вилнĕ сурăх кĕлетки. Юрк. Эсир вилнисемшĕн ан хуйхăрăр ĕнтĕ. Вы уж не горюйте об умерших. N. Кăмака çинче выртнă çĕртрех вилсе кайнă. Хăр. Пăль. 8. Вилсе порăнни-мĕн эсĕ çак таранччен? Ты что, мертвым, что-ли, был до сих пор? N. Мĕн тăвас тен ĕнтĕ, эсĕ: упăшку вилсе карĕ, ачу-пăчусем çук? — Мĕн тăвас тен, вилĕ тухнă йăлисене иртсерсен качча каймалла пулĕ, теп. Юрк. Хăйсем пурăннă-çемĕн вилеççĕ, пĕтеççĕ (= вилсе пыраççĕ). N. Эпĕ хам хĕрĕме çичĕ арçынна çитиччен патăм, анчах çиччĕшĕ те, ун патне кĕрсен, туй каçах (= каçех) виле-виле выртрĕç. Орау. Эсĕ вилним, ачу мĕн тунине курмастăн? Что ты, умер, что-ли, не видишь, что делает ребенок. Сред. Юм. Шыв хĕрĕнче пĕр-май ашкăнса çӳренĕшĕн шывва кайса вилме-чĕ кô! Актай. Хĕр ачи, çĕррине тăхăнсанах, вилсе выртрĕ, тет. Орау. Вилмесппех (так!) вилсе карĕ (умерла со словом: „вилместĕп“). Ib. Вилĕпин, вилеп, урама таттармасп (= таттармастăп). Якейк. Хытă çилейсен, ваттине те çамрăккине те: и-и, вилме маннă пуçна! теç (чтобы тебе околеть!). Ib. И, вилнĕ корак (или: сысна, или: сорăх, или: çын)! çана тăвимастăн! Слеп. Хăнча вилĕн-ши! (брань). Ib. Вăл вилсессĕн, виçĕ мăшăр çăпата çĕтесчĕ манăн, онтан йолсассăн! N. Виличченех чăваш чĕлхипе асапланчĕ. Якейк. Вилчĕ-вилçех! Все-таки выполнил желанне умереть! Сред. Юм. Вилет, 1) умирает, 2) очень страдает, 3) очень любит. Якейк. Апат çиса (ударение падает на слово „çиса“) вилмелле! (пища очень вкусна). СЧЧ. Эпĕ астăвасса тата пнрĕн пĕр ача чирлерĕ те, вилессе çитрĕ. Курм. Вилсе тохса карăн, йолашки санă çорта çути кăтартатпăр. Карине-малтине ан шокăшла. Эпир асăнар, эс ан асăн. Пиршĕн (-пирĕншĕн) торра кĕл-кĕле. Алан, улăм, эп аланма калам; аланмасăр ан порăн, чипер аланса порăн, чипер ĕçлесе порăн, çăпатуна ту. Халăхран ан уйăрăл, халăха ер. СПВВ. ПВ. Вилнĕ чунăмпа анчах кăласра лараттăм (трусил). N. Вилес пек (до упаду) кулаççĕ, ахăраççĕ, ташлаççĕ, сиккелеççĕ. Исп. Вилес пек ӳсĕрĕлеччен ĕçмерĕн-и? Кан. 1928, № 149. Карчăк хальхи вăхăтра вилес пекех (при смерти). N. Виç эрнерен мунча кĕтĕмĕр те, çан-çурăм канса вилнĕ пек пулчĕ (тело разомлело от бани). Туперккульос 33. Кун-каçа вилес пек (до изнеможения) кăçкăраççĕ. N. Урăх ачасем пухăнчĕç те, кулса вилеç (хохочут до упаду) ачаран. Юрк. Чăнласах та кунта пуринчен те кулса вилмелле-çке! Абаш. Конта ӳксе вилĕн! Здесь разобьешься (напр. на льду). В. Олг. Соташшăн вилеччĕ (вилеççĕ). Страшно хотят продать. Ч. С. Эпир аннепе макăрса вилетпĕр анчах (горько плачем). КАЯ. Акка урнă йăтă айĕнче макăрса вилет (так и плачет). Çĕнтерчĕ 33. Пирĕн вилмест. Вилмелле тăватпăр-и вара? || Потерять чувствительность. Альш. Нумай эрех ĕçекенĕн çăварĕ вилет, мĕн сыпнине сисми пулат. || Увянуть (о растениях). N. Паянхи вĕрипе çĕрĕк (вечор) сапман копăстасĕм чистах вилсе пĕтнĕ.

вилесене хывни

приношение жертвы умершим, поминовенив их. М. П. Петр. Чăвашсем 33. Çулталăкра вилесене епле, мĕн вăхăтра хывнисем. Вилнĕ çынсене юпа уйăхĕ пĕтнĕ чух („октябрь“) кĕр-кунне: кĕр çурти, тесе хываççĕ. Ăна сăра туса, икерчĕ пĕçерсе, чăхă пуçса, хываççĕ. Ăна: е шăмат-каç, е тунти-каç тăваççĕ. Ăна алăк патне çурта хываççĕ; килте миçе вилĕ, çавăн чухлĕ çурта çутаççĕ. Çурта çутаççĕ те, вара пурте пыра-пыра хываççĕ. Ăна хывнă çĕре ăратнисем пурте пухăнаççĕ, ăратнисем те пĕрле тăваççĕ ăна. Ак çапла хываççĕ: эпир сире кĕр-кунне йĕркипе, сăра туса, эрех илсе, чăхă пусса, икерчĕ пĕçерсе, пăтă пĕçерсе, хыватпăр, пил тăвăр; чипер вăхăтлă килсе, вăхăтлă кайăр, вăхăтсăр ан çӳрĕр; пил тăвăр пире, хĕнне-асапне ан парăр, ак сире пĕрре татса пăрахни пĕр ут туртăми пултăр, сирĕн умра сĕт кӳл пултăр; чипер ĕçĕр, çийĕр те кайăр, тесе, хываççĕ. Пур çемйисемпех пур выльăх-чĕрлĕхпех хĕнне — асапне ан парăр, теççĕ. Тата мункун эрни хушшинче тунти кун хываççĕ. Çав куна çурта кунĕ теççĕ. Унта та çăхă пусса, икерчĕ пĕçерсе, кĕр-куннехи пекех пур ăратнисемпе пĕрле хываççĕ. Тата çимĕкре хываççĕ. Ун чухне чăхă та пусмаççĕ, пăтă та пĕçермеççĕ, сăрапа, икерчĕпе, сĕтлĕ çăмах пĕçерсе анчах хываççĕ. Хывса тăксан, тата вара масар çине сăра, икерчĕ илсе кайса хываççĕ. Тата урăх вăхăтра юмăçсем каланă тăрăх хывкалаççĕ. Килте пĕр-пĕр çемйи чирлесен, юмăç патне кайса пăхтараççĕ те, вăл: виле тытнă, тесе, епле виле те пулин каласа ярат; мĕнпе хывмаллине каласа ярат, сăра тусай (= туса-и), икерчĕ пĕçерсен, эрех илсей, мĕнпе хывма калат унта, çавăмпа хываççĕ.

вил-ӳсĕр

вилĕ-ӳсĕр, то же, что виле ӳсĕр. Янш.-Норв. Тусне (женщину, подругу девушки, которую хотят сватать; см. тус) вĕсем вăл вăхăтра питĕ пăхаççĕ: кашни кун сăра ĕçме илсе каяççĕ те, ăна вил-ӳсĕр туса яраççĕ (перед сватовством). Ĕçтерсе ямассерен çав хĕр çинчен пăртаккăн-пăртаккăн яланах ыйтса юлаççĕ. Сред. Юм. Вилĕ-ӳсĕр выртать. Без памяти пьян. Ib. Вил-ӳсĕр полса тавăрннă (= тавăрăннă).

вилĕм

смерть, кончина. N. Вилес вилĕм пур çĕрте те пĕрех. N. Вилĕм куçа курăнса килмес. (Из письма). Книга для чт. 9. Хăшăнне (= хăшинĕнне) çамрăкла амăшне вилĕм килсе илсе каять. Ал. цв. 6. Мĕншĕн эпĕ унта вилĕм шыраса каятăп-ха? Зачем я пойду туда искать себе смерти? Ала 18. Вăл хăй айăплă пулнă пулсассăн, турă ăна çав тĕрлĕ вилĕмсенчен хăтарас çук (её). Ой-к. Çав ăстарикăн (= старикĕн) вилес вилĕмĕ çитнĕ (пришло время умирать). Собр. Вилĕм хĕрлĕ, теççĕ. (Послов.) N. Кона вилĕм час тивес çок. До этого не скоро коснется смерть. Ч. С. Пырса кĕрекене (чужих людей): мур ертсе килет вăл, тесе, çавăнтах çапса ӳкерсе, вилĕм хакне ӳкереç. (Хĕр-сухи). Псалт. 72,4. Вĕсен вилĕмĕнче ырра вĕренмелли çук, вĕсене хĕн кăтартни нимĕне те вĕрентмест. Сред. Юм. Ĕнер она хĕнесе вилĕм хакне ӳкернĕ те (избили чуть не до смерти), паян пăртак ôраланнă та, каллах çынпа вăрçса çӳрет. Н. Седяк. Вилĕм. Çын чунĕ тухсанах, кăмака çамкинче хăрăмпа çăмартана кашни хуратса, масар енелле ак çапла каласа ывăтаççĕ: çăмарта пек выляса кай, теççĕ. Çын вилсен, кăмака сакки çине япала лартмаççĕ, çын та лармас, унта вилнĕ çыннăн чунĕ ларать, теççĕ. Пĕр-пĕр çын вилсен, унăн хурăнташĕсем, ăна пĕлекен çынсем салат илсе пыраççĕ сăра тума. Çакăнтан вара ик-виç тĕрлĕ ĕç пуçланать: хĕр-арăмсем сăра тăваççĕ, макăра-макăра кĕпе çĕлеççĕ. Арçынсем тупăк тăваççĕ, хăшĕ çыннăн ӳтне çăваççĕ. Тупăк ăшне милĕк сараççĕ, пуçĕ айне кивĕ тумтирне хураççĕ. Тупăк ăшне çын ӳтне хунă чух: акă сана шурă пӳрт, теççĕ. Унăн какăрĕ çине хĕреслетсе пурçăн хураççĕ. Пурне те хатĕрлесе пĕтерсен, батюшка хушнă тăрăх, чиркĕве илсе каяççĕ. Кĕл-туса пĕтерсен, масар çине илсе каяççĕ; унта тупăк тунă чухне тухнă турпасĕсене те илсе кайса, масар патне тăкаççĕ. Хăшĕ çĕклесе каять, хăшĕ лашапа турттарса каять. Пĕкĕ çумне сурпан çинчен çыхакан тутăра çакаççĕ. Çын ӳтне шăтăка хураччен, пĕр-икĕ пус укçа; «çĕр укçи», тесе, пăрахаççĕ. Унтан вара тăпра яра пуçлаççĕ; унăн тăприне пурте таптама тăрăшаççĕ. — Тăпру çăмăл пултăр, ыр вырăнта вырт, теççĕ. Пытарса пĕтерсен, хĕрес кутне çăкăр татса: умăнта пултăр, тесе, пăрахаççĕ. Вилнĕ çынна çĕклесе кайнă наçилккесене (носилки) çавăнтах пăрахса хăвараççĕ. Пытарма кайнă çынсем таврăнсан, пĕр(и) пусма çине шыв илсе тухса ыйтать: кăçта карăр? тет. Лешсем: харам ĕçе карăмăр, теççĕ. Унтан вара пурте аллисене çăваççĕ те, тӳрех, пӳрте кĕмесĕрех, унччен хутса пултарнă мунчана каяççĕ. Çын пытарма кайнă вăхăтра киле юлнă хĕр-арăмсем, пӳрте тасатса, икерчĕ пĕçерсе, чăхă пусса, мунча хутса хураççĕ. Мунчаран таврăнсан, вилнĕ çынна хываççĕ (икерчĕ татса пăрахаççĕ); умăнта пултăр, теççĕ. Ĕçеççĕ, çиеççĕ; унтан вара пытарма пынă çынсене икшер-виçшер сĕвем çĕлен-çип параççĕ; çав çипне вĕсем пиçикки çумне çакса каяççĕ. Вилнĕ çыннăн чунне тамăк хуранĕ урлă çĕлен-çип тăрах каçараççĕ, тет. Çынсене панă çип те çавна анчах пĕлтерет. Тунă сăрине кашни эрне-каç, вилнĕ çынна хывса, асанса, ĕçеççĕ. Кашни эрне-каç çынсем икерчĕ, çурта тума ăвăс илсе, пыраççĕ. Аслă пумилккене Чăвашсем вăтăр кунтан, хĕрĕх кунтан е икĕ эрнеренех туса ирттереççĕ. Аслă пумилккеччен кашни эрне-каç, алăк патне сĕтел лартса, пĕрене çумне çуртасем çутса, чашăк çине хываççĕ. Пуш чашăка çуртасем айне, пĕрене çумне, сак çине лартаççĕ. Çав çашăк çине сĕтел çинчен пĕрер татăк, пĕрер кашăк апат яраççĕ: умăнта пултăр, теççĕ. Сăра хывма урăх савăт, чашăкпа юнашарах, лартаççĕ. Пурте хывса пĕтерсен, кăларса, урам хапхи тул енне тăкаççĕ. Тăкнă яшка-çăкăра йăтăсем çисе яраççĕ. Вилнĕ çын умне пĕр япала та юлмасть, анчах чăвашсем: вăл унăн шăршипе тăранса пурăнать, теççĕ. Тăкнă яшка-çăкăр шăрши вилнĕ çын патне çĕр витĕр каять, теççĕ.

вилĕ сăри

поминальное пиво. N. Вилĕ сăрине пумилккере непременно пĕтермелле; вăл сăрана кайран ĕçме юрамасть. Если сăра пумилккере пĕтеймен пулсан, ăна пумилкке хыççăн ăрама, вут патне тухнă чух, илсе тухса тăкаççĕ. Вил. йăли. Пумилкке сăрине «вилĕ сăри» теççĕ.

вилнĕ çын

умерший; покойник. || Вилнĕ çын, по понятиям чуваш, делается чем-то в роде злой силы, которая может поражать людей болезныо („тытма“). Юрк. „Вилнĕ çын“ хай ыйтнине пĕлсен, пурте ăна нимĕн пама хушмаççĕ. Етрух. Ĕлĕкхи вилнĕ çынсем çинчен. Ĕлĕк, çын вилсен, çăвассине хальхи пекех çăвнă, анчах тумтирне ăрасна тăхăнтарнă. Унăн пуçне çĕлĕк тăхăнтарнă, пӳне çăмран тунă сăкман тăхăнтарнă, тачка, сарлака пиçикки çыхнă. Вара унта пĕр çĕçĕ, çăпата тума шĕшлĕ, калăп панă. Асатте калачĕ: вил пытарма кайнă чухне лаша епле пырать, çавăн пек чупаççĕ питĕ хытă: усал пĕрле ларса пырать, тесе. Виле тепле тупăкран тухса ӳкместчĕ. Тата кам сăрнай калать е шăпăр каланă, у вилсен, ялтан тухиччен, тупăкĕ çине ларса, сăрнай е шăпăр каланă. N. Вилнĕ çынна асăнса çинĕ чухне ăна çитермесен, выльăхсене киле аван илсе кӳмес, теççĕ. Сказки и пред. чул. 74. Силпи ялĕ, харлатса, вилнĕ çын пек çывăрать. Сред. Юм. Вилнĕ çын алланать (говорят, когда идет дождь сквозь солнце). Юрк. Вилнĕ çын çумăр(ĕ), хĕвел витĕр çунă çумăр, час типсен, ăшă пулат. || Брань. КС. Ай, вилнĕ çын, çавна та тăваймасть (висляй)!

вилнĕ çын кĕперри

мост для покойника. См. вилĕ кĕперри. Изванк. Унтан вара çырма урлă килнĕ çын кĕперри хуса, карлăкĕсене çапăсенчен турĕç. Вăл карлăксем çине: кĕпесем, йĕмсем, сурпансем, масмаксем, тăлла-çăпатасем: ялан хура ан çӳре, шурăран-шурă тăхăнса, таса çӳре; çĕн-çынна (çĕн-çынтан?) аван тумланса тăр. Сана мĕн кирлĕ пеккине парса яратпăр; эсĕ ĕçлемесĕр пурăнман, йăвăр тăпри çăмăл пултăр, тесе, çакса ячĕç. Кĕпер айне пăхăр укçа пĕр тенкĕ (= тенке) яхăн пулĕ (пăрахаççĕ): япала илмелле пулсан, укçуна ан хĕрхен; çиес килсен, илсе çи. Тата тетен ĕлĕк ху çынтан илнĕ укçана каялла тавăрса паманнисем пулĕ, халĕ ĕнтĕ ытлашшипех паратпăр; чипер тытса усра, çити-çитми укçапала сĕнсе çӳремелле ан пултăр (теççĕ). Унтан вара илсе пынă япаласене пĕтĕмпех персе çĕмĕрчĕç. Вилнĕ çын сĕтеллипе пуканне кĕпер çине лартрĕç... Эпир мĕн пурĕ çулталăкра ик-виç хутчен вилнĕ çынсене хăватпăр, çав вăхăтсенче эсĕ çак кĕпер урлă каççа пыр (теççĕ). Срв. Золотн. 198.

вирĕм

(вирэ̆м), назв. чувашского народного праздника. N. Чăвашсен чăн аслă праçткĕ «вирĕм» ятлă праçник. Вăл праçнике мункунран ике-виçĕ кун маларах пуçлаççĕ. Вăл праçникĕн малтанхи кунĕнче, ирпе, иккĕн, ӳссе çитнĕ ачасем, пĕрнесем çакаççĕ те, аллисене патаксем илеççĕ, килĕрен апат-çимĕç пуçтарса çӳреççĕ. Вĕсем чӳрече патне пыраççĕ те, патаккисемпе шатăртаттарса: вирĕм! вирĕм! тесе, кăшкăраççĕ. Вара чăваш хĕр-арăмĕсем хăшĕ кĕрпе, хăшĕ какай, хăшĕ-хăшĕ çу ярса параççĕ пĕрнисем ăшне. Ун пек вĕсем ялĕпех çавăрăнаççĕ. Вĕсем урамра çӳренĕ чух çын ан пултăр; вĕсем, çынна курсан, хăвалаççĕ; хуса çитсен патаккисемпе тĕртсе яраççĕ. Кĕрписене, ашсене, çусене пуçтарса пĕтерсен, пĕçереççĕ те, пĕр пӳрте ялĕпе пуçтарăнса, çиеççĕ. Тепĕр кун юлашкисене, шаккаса çӳренĕ патакĕсене ял хыçĕнчи çырмана кайса тăкаççĕ: вирĕме паратпăр, теççĕ. Макка 222°. Вирĕм ак çак вăхăтра пулат: хăш вăхăтра Ласăр чĕрĕлнĕ теççĕ, çавăн пекех вĕсем те вирĕм тăваççĕ. Хурамана (siс!) çӳхе хăма тăваççĕ те, çатăрмине (трещотку) тăваççĕ. Унтан вара каççине (= каçхине) хулăсем илеççĕ те, кашни килĕрен çӳреççĕ. Вĕсем кам-та-пулсан йĕрĕх çук(к)и кĕрсен, ăна пĕр пысăк тиркĕпе сăра ĕçтереççĕ. Кам-та-пулсан ĕçсе пĕтерменне хулăпа хĕнеме тытăнаççĕ. Çапла вара пĕр килĕрен тухса каяççĕ, вăл çуртран пĕр япала та илсе тухмаççĕ. Унтан, тепĕр киле кĕрсен, унта çăмартасем çăмарта çукки укçа парать, тата чăкăт, куймаксем илсе тухса каяççĕ. Унăн кĕлли пĕрте çук, кĕлĕ вырăнне такмак калаççĕ. Çапла, пĕтĕм йĕрĕхлĕ çынсем патне кĕрсе çӳреççĕ. Унтан вара анкартисен хыçне каяççĕ те, пĕр тăватă татăк куймак, тăватă тĕпренчĕк тăвара (сырцы), тата пăртак çу илсе пăрахаççĕ. Унта вутă хурса, çатăрмисене пĕр çĕре пухса, çунтараççĕ. Унта варă епле кирлĕ, çапла килĕсене тавăрăнса килеççĕ. Вăл вирĕме ак мĕшĕн тăваççĕ: турă, çĕр çинеч çăмăр пар, ак çак çатăрма епле çатăртатать.— Тата тырă лайăх пултăр, тесе, вырăнĕсем çине çывăрма выртаççĕ. Çапла вирĕм пĕтĕмпех пĕтет. Ib. 194. Вара вирĕм иртерме каяççĕ. Вирĕме ак çапла иртереççĕ: иртермелли вырăнне çитеççĕ те, мĕн пур хĕскĕчисене пухса, çунтараççĕ; йăвисенпе хываççĕ, çăмартине çияççĕ. Унтан вара, пĕр çавранса пăхмасăр, килĕсене тараççĕ. Ib. Вирĕм вăл Лазаре чĕртнĕ шăмат-кун пулать. Вирĕме ăна чăвашсем акă çапла тăваççĕ. Ирхине йăвасем пĕçереççĕ, вара каçпала çамрăк ачасем пухăнаççĕ те, килĕрен килле кĕрсе, йăвасем, çăмартасем пухса çӳреççĕ. Будто вара, çавă çăмартасене парсан, вăсенчен чир каят. Унтан вара çамрăк ачасем хăйсене хулăсемпе çапа-çапа хăвараççĕ, а лешсем вара: ай турă, чир кайтăр! тĕççĕ. Унтан вара, ачасем тухса кайсан, хыçĕсенчен тухса кĕнисене силеççĕ: чир кайтăр, тесе. Вăсен ушкăнĕнче пĕри асли пулат, вăл аслине харпан (чит. хăрпан) теççĕ. Харпанĕ (чит. хăрпанĕ) вара, кашни килле кĕрсен, ак çак такмака калат: ну, хуçасем, мĕн паратăр? тет. Лешсем нимĕн те чĕнмеççĕ. Харпанĕ вара, хускатса, хайхи такмака калат: кĕрепенке çурă тапак, витре çурă кăмăс, чăкăт çурă чăкăт, çăмарта çурă çăмарта. Ăна памасан, выртатпăр та çывăраппăр, тет. Коракыш. Ĕлĕк мун-кун ыран тенĕ чухне стариксем килĕрен ĕççе çӳрепĕ. Мăн-кун эрне тенĕ чухне, ачасам вăрмантан çĕмĕрт-пилеш хулăсем касса хатĕрленĕ. Килĕрен çӳренĕ чухне, пурне те хулăпа: çир кайтăр, тесе, çаптарнă; çавна «вирĕм» тенĕ. Вирĕмре виçĕ ĕрет çӳренĕ: малтан пĕчĕкрех ачасем кĕрпе, çу, çăмарта пухса çӳренĕ, унтан пĕр пек çамрăкрах яшăсем шăпăрпа ташласа çӳренĕ, унтан ваттисем сăра ĕççе, хулăпа çаптарса çӳренĕ. Çӳресе пĕтерсен вара, пурте, шăпăрпа ташласа, çырмана çăмарта кайса ывăтнă. Унта темскер-те-пĕр каланă. Пăтă пĕçерсе, хăйсем ĕссĕн кĕл туса çинă. Изванк. Мун-кун каç (накануне пасхи), вирĕм чупнă чухне, акă çапла юрлаççĕ. В. Олг. (В страстную субботу) çамрăк ачасане хошачĕ: вирĕм косăр сер (= эсир); çатăркан (трещотку) туса парап сана, тет; хĕрлĕ холă сана валли кӳрсе хĕлле. Охотн. „Вирĕм“ и „сĕрен“ — два названия одного и того же обряда. Ч. С. Пирĕн ялсем, мун-кун эрне юлсан, вирĕм тăваççĕ. Вирĕме кăларса ярсан, ялти ват çынсем: чир-чĕре ăсатса ятăмăр ĕнтĕ, тесе, пурте пĕчĕкçĕ ĕçкĕ тăваççĕ. Сунчел. Вирĕм тăвас, совершать „вирĕм“ (исполнители этого обряда назыв. „сĕрен халăхĕ“). Яжутк. † Кăр-кăр-кăр чӳречи, Хапăс карти пакарти, вирĕм-парăм кут шăтăк.

вирĕм чопни

то же, что вирĕм косни. Ходар. Вирĕм чунни. Пирĕн ялта, кашни çул вун-ултă, вун-çичĕ çулхи ачасем, мăн-кун ыран тенĕ чух, шăмат-кун каç вирĕм чупаççĕ. Мăн-кун çитесси пĕр виç-тăват эрне юлсан, вăлсем пĕр çĕре пухăнаççĕ те, вирĕм чупма пилеш хулăсем касмашкăн вăрмана каяççĕ. Хĕр-арăмсем вăл кун вирĕм ачасем валли кукăч-çăмах туса хатĕрлесе хураççĕ; йăвасем тăваççĕ, тата çăмартасем те пĕçерсе хураççĕ. Тата çав ачасам валлиях пĕрер чĕрес сăра пылласа лартаççĕ. Пӳрте кĕнĕ чухне, вăлсем юрласа кĕреççĕ. Вăлсен юрри ак çапла. „Вирĕм, вирĕм вирила, вирила та Кирила; кĕçĕр те вирĕм тиятпăр, ыран та мăн-кун тиятпăр. Кĕçĕр йăва çиятпăр, ыран пăтă çиятпăр, виçмипе яшка çиятпăр. Тавай та пире сăрине, тавай та пире сăрине, тавай пире сахăрни, шинкă та пива нинатă. — Пӳрт алăкне уçаççĕ те, пурте харăс: вирĕм! тесе, кăшкăрса яраççĕ. Хулăсемпе выляса пĕтерсен, ялта ятлă пулса пурăнса вилнĕ çынсене хываççĕ... Ăна ак çапла хываççĕ: алăк патĕнче сак çине икĕ алтăр лартаççĕ; пĕрин çине сăра хываççĕ, теприн çине кукăль, çăмарта, йăва хываççĕ. Ялти аслă çын ячĕпе пĕрене çумне пĕр çурта лартаççĕ; тата тĕпелтен сĕтел илсе пырса лартаççĕ. Сĕтел çине вара хывма мĕн кирлĕ, çавна пурне те хураççĕ. Кил хуçи хăй пирвай хывать. Сĕтел çинчен пĕр кукăльне илет те, ак çапла каласа алтăр тĕпне хурать: хамăр ялти аслă çынсем, ак сире пĕр кукăль; тытăр уна, хусамăр пĕлнĕ пек уйăрса илĕр, тет. Унтан сĕтел çинчен хуть кукăль, хуть йăва, хуть çăмарта илет те ячĕсене каласа хывать: ак Анчăк Якур, Мĕтĕк старик, Ентĕршке старик, Мишутка пичи, Матер-Ентĕри, Исаку, Тиму(х)ха Ентĕри, Тань(к)ка, Яруша, Уртеми, Микуш, Тетер старик вăйпĕрний; Шуç, Як(к)у тата Тинехпи вахтăр, пурте ывăнта пулччăр, тет. Пĕрне-пĕрне маннă пулсан: ех! тата Утриван шушчăка, самай хаяррине, ял çинче çӳренĕскерне, манса хăварнăç! Эппин ан çилен-ха, ывăнта пултăр, тесе, пĕр татăк татса пăрахать. Эппин пире чипер усрăр, ак çак ачасем, сирĕн авалхи йăлапа усалсене пилеш хулăпе (sic!) хăваласа çӳреççĕ; вăлсене чипер ачаллă-пăчаллă, ывăллă-хĕрлĕ ту. Тата пĕр курка пыллă сăра ăсса илет те, пирвайхи ятсенех каласа хывать. Сăрине хывса пĕтерсен: ĕнтĕ чипер ĕçсе-çисе кайăр, тет. Кил хуçи çапла хăй хывса пĕтерсен, сĕтел хушшине кĕрсе ларать те: ачасем, килĕр муçăрсене таткаласа пăрахăр, тет. Ачасем те çавăн пекех пирвай апачĕпе хываççĕ, унтан сăрапа хываççĕ... Унтан тухса каяс чухне, тавай пилеш хулăсемпе пӳртри çынсене, тумтирсене, вырăнсене: усалли тар, ырри кил! тесе, хĕртеççĕ. Çапла туса пĕтерсен, вирĕм ачасене пĕрер çăмарта, виçшер йăва параççĕ те, вирĕм юррине юрласа туха каяççĕ. Хуçи вара пĕрене çамăнчи çуртана илет те, кукăлч татăкĕпе чăркаса, алтăр çине ак çапла каласа хурать: ак сире çурта, çутса кайма; ан çухат, тет. Унтан ик алтăрне ик аллине илет те, тата тепри ун хыçĕнчен пĕр курка шыв ăсса тухать те, урама юпа кутне кăларса: чипер ĕçсе-çисе кайăр, тесе, тăкать. Уна пыта çисе ярсан: вăл вилнĕ çынсене еççе парать, теççĕ. Ачасем тепĕр çын патне кĕрсе каяççĕ... Пĕр-пĕр вăлсене кĕртмесен, ăна вара тăшман туса, пӳрт кĕтессине хулă вĕçĕсем, йăвасем, çăмартасем чиксе хăвараççĕ. Çапла чиксен, вăл çын патне пур усал юлать те, вăл вара ĕмĕре те ыр курса пурăнаймаçть, теççĕ. Хăйсем кĕмелли килсене çӳресе пĕтерсен, шыв хĕрне вирĕм пăрахма каяççĕ. Ăна ак çапла пăрахаççĕ: хăйсен мĕн пур хуллине пĕр çĕре çыхаççĕ, тепĕр вунă йăва, виç çăмарта çыхаççĕ те: ялти чир-чăр, пур усал сывлăш çак хулăсемпе, йăвасемпе юхса кайчăр, тесе, çав каланисене пурне те шывпа юхтарса яраççĕ те, юрласа тавăрăнаççĕ. Чертаг. Вирĕм мăн-кон каççĕн чопнă.

виртле

дразнить (иногда — показывая язык), раздражать. Сред. Юм. Чĕлхене кăларса кăтарсан (= кăтартсан): виртлет, теççĕ. N. Хĕр-çуммисем кĕрӳ патне виртлеме кайма хатĕрленеççĕ. Бюрг. † Ялта ятлă çын пулсан, пилĕк пуспа ан виртле, вунă пусна ан хĕрхен. Тет. Чарăнса тăрса (остановившись), чĕлхине кăларса, виртлесе юлчĕ. Янтик. Виртлес — драянить языком или словами. Макка 122°. Паян эпĕ сывмар, тесе, суеçтерсе виртлесе... Псалт. 34,16. Виртлемелли пех виртлерĕç. С. Тим. Хăта чунне виртлетпĕр, хĕрне илсе каятпăр. Ib. Чунне виртлес, раздражать слегка. Т.-И.-Шем. † Çӳл кĕлетĕн чӳречи уçатăр та хупатăр, пирĕн чуна виртлетĕр. Стюх. Хыпар ятăм леш касса: килччĕр, терĕм, вылляма. Килмерĕç те тумарĕç, ахаль чун(4)ма виртлерĕç; ахаль чун(ă)ма ан виртлĕр, хăр чунăрта виртленнĕ. М. Яльч. † Салам ятăм тантăша: тухтăр, терĕм, выляма. Тухмарĕ те тумарĕ, ахаль чуна виртлерĕ (раздразнила). Образцы. Çамрăк пуçа асла та, ай, хурас мар, ваттисенĕн чунне виртлес мар.

вирхĕнтер

понуд. ф. от вирхĕн. || Устремляться. Сред. Юм. Мана хирĕç вирхĕнтерсе килет çав (бежит или очень скоро шагает); те: çимелли илсе килнĕ, тет, тем; çок конта паян, яп-яках (говорят о маленьких).

виçкеле

учащ. ф. от гл. виç. || Кан. 1927, № 236. Чул таткисемпе (= татăкĕсемпе) виçкелен пек туса, илсе юлать (обвешивает).

витĕ

(видэ̆), крыша, крышка, покрывало. Бугулъм. † Сар çу чĕрессисем, ай, сап-сарă, унăн виттисем çӳçелĕ. Хыпар № 39, 1906. Пулĕсем алăк умĕ виттине шăтарса, тухса кайнă. N. Пĕлĕтрен сарлака тĕнче витти. Наст. о повед. христ. Малтан тупăк çийĕ виттине илсе пыраççĕ. Рукоп. календ. 1908. Çиелти витĕпе пускăчă хураççĕ (крышку и тяжееть на ней). Якейк. Чейнĕк витти çок. Ку чейнĕк виттине кôрас килмеçт. Ib. Смавар витти. N. Вăл кĕнекесенчи сăмахсем манăн хӳттĕм, манăн виттĕм. В. Ив. Тымар пĕрчин ӳсекен вĕçне витĕ хупласа тăрать.

витĕр

(видэ̆р), продевать, вдевать. См. витер. Ст. Чек. Витĕрсе ил, продеть. Ib. Ăна ала ункинчен (в кольцо сита) витĕрсе илнĕ. Н. Седяк. Кĕрĕ витĕр çип витереççĕ. Сир. Ун сăмси шăтăкĕнчен ункă витĕрсе илейĕн-и? СТИК. Милкĕ аврисене шăпăр аврисене витĕрсе илсе, çыхаççĕ. || Продевать в бёрдо или в ниченки (при тканье). Юрк. Витĕреççĕ кунçаланă çипе, тĕртес уммĕн.

витре

(витрэ), ведро. Орау. Витрери шыв пӳртре виçĕ сахатрах (или: виçĕ сахат хушшинчех) ăшăнса кайнă. Сред. Юм. Витре тĕпĕ йôхакан пôлсан, витре кôтне таттарса, çĕнĕрен тĕп хôрса тĕплеттереççĕ. Икково. Çак витре шыва корăк çине тăк. Орау. Кăмпана витри-витрипе йăтаççĕ пысăк пиччесем. Ст. Чек. Витрене кутăн сывласан, сунас пулат, тет. N. Витререн тăкнă пак (о ливне). КС. Çăмăр витререн ярат (как из ведра). Орау. Çăмăр çăват çав — витререн ярать. Сред. Юм. Йôтран хăна чĕнсе, сара ĕçекен çын патне ялти ратнисĕм витре сăра илсе каяççĕ. N. Витре çинчен хăш чух пит çуса илет (умывается из ведра). N. Шыв кутĕнче шыв ăсма патья е витре çук.

вупăр

вопăр, назв. злого духа. Срв. тат. убы̆р, русск. упырь. Н. Седяк. Вупăр — вутлă усал сывлăш. Янш.-Норв. Чăвашсем тата: çынсем хушинче вупăр пурăнать, тесе ĕненеççĕ. Вупăра пуласса пĕтĕмпех сӳл ли кайнă карчăк пулать, теççĕ. Старуха, желающая стать вуцăр’ом, входила голая в баню, оставив крест наруже (тул енне хывса хăварса). Там не заранее заготовляет для нее воду, в двенадцатнведерной кадке, на которую он плюет 12 раз («сурса») и 12 раз купается в ней. Потом он велит старухе 12 раз погрузиться («кĕрсе тухма») в эту воду со словами: «Вырăс йăс туррине пăрахатăп, вĕсене пăхăнмастăп». Затем он велит ей «мунча лапки çине (выртса) çывăрма» (заснуть). Во время сна иесемучат ее, между прочим, çынна епле пусмаллине (давить) etc. Ib. Вăл (старуха, ставшая вупăр’ом), хăйне кам çилентерет, ăна часах ерсе пусма тапратать, тет. Тата вăл уйăх çуттинче хăй тарса хăтăлаймасан, уйăха çисе ярать, тет те, тĕттĕм çĕрте çичас куçран çухалать, тет. Вăл, уйăха çисе ярсан, çынна питĕ çыпăçать, тет, пĕр-те-пĕр вăл çаклансассăн, çын вара урăлаймасть, тет; ăна çаплах пусса начарлатса вĕлерет, тет. Çынна пусни ăна хăй упăшкипе пурăннă пекех туйăнать, тет. Собр. Вупăр ватă карчăках пулат, тет. Çавă ватă карчăк, вупăр пулсан, уйăха çисе ярат, тет те, вара çынна пусма каят, тет. Çав вупăр уйăха çинине çын курсан, чӳрече çине кĕл сапсанах, уйăха çиме пăрахат, тет. Вупăр çынна пуснă чухне çын чисти вилнĕ пекех пулат, тет; вăхăт çитмесĕр темĕн чухлĕ тăратсан та, тăмас, тет. Вупăр çынна пусма кайнă чухнĕ, çын çывăрсан, кушак пулса, малти чӳречерен кĕрет, тет. Пĕрре çав вупăра, çын çывăрсан, малти чӳречене уçса, сыхланă, тет. Сыхласан-сыхласан, хай вупăр, кушак пулса, пӳрте кĕрех кайрĕ, тет. Хай вупăра, кĕрсенех, чӳречене хупрĕç, тет те, хăй(хăйă) çутса, шыра пуçларĕç, тет. Çав вупăр тану (= давно) пукан пулса выртнă, тет. Пукана çапрĕç, тет те, минтер пулса выртрĕ, тет; минтере хĕнесен, калах кушак пулчĕ тет; кушака хĕнесен, ватă карчăк пулчĕ, тет; вара питне ниепле те кăтармас, тет. Ăна вара тула кăларса ярсан, хайхине — ну, йытă пĕсĕрлентере пуçларĕ, тет! Хай вупăр кушак пулчĕ, тет те, куçран прех çухалчĕ, тет. СПВВ. ИА. Вупăр пусмасăр çын иртмес, теççĕ. Питушк. Вопăр — çынна пăсакан. Тюрл. Вопăр посрĕ (кошмар). Ч. С. Виçĕм-кун каç уйăха вупăр çирĕ (было лунное затмение). Чуратч. Чăвашсем вупăра: сысна пек, теççĕ, пӳрнисем çыннăн пек. Вăл, каç пулсан, çынсем çывăрма выртсан, пĕр-пĕр çын патне пырса, унăн çине улăхса выртать. Çапла вунăр выртнине чăвашсем «вупăр пусни» теççĕ. Вупăр, пуснă чух, пӳрнисене çын çăварне чиксе ярат, вара çав çыннăн ни кăçкăрма сасси пĕтет, ни сиккеленмелле мар пулать. М. П. Петр. Вупăр — чудовище, которому приписываются враждебные действия против солнца. Изамб. Т. Çĕрле вупăр пусат. Вупăр пуссан, качи-пӳрнене сиккелеттермелле, ул вара каят. Вупăр хĕвеле, уйăха çиет, теççĕ; ун чухне сеник (= сенĕк) юппине çурмалла, вупăр вара каят. Нюш-к. Уйăх кĕш уяртса пăхнă чухнех çĕтсен, уйăха вупăр çиет пулать вара. Макка 228. Вупăр вăл ак мĕнле: унăн хулайĕ пĕтĕмпех витрех шăтăк; чăвашсем унтан пит хăраççĕ, особенно пĕчĕк(к)ĕрех ачасем; вăл вупăр тата уйăха çиме пултарать, теççĕ чăвашсем. Çав вупăр, уйăха çиме улăхнă чухне, шур пуç юççи (на лутошку) утланса: ну-ну-ну-ну-ну-ну! тесе, вăл улăхать, теççĕ; вăхăтĕнче уйăха çиять, теççĕ. Микушк. Чăвашсем, хĕлле пулсан, çĕрле нумай лараççĕ. Хĕр-арăмсем кĕнчеле авăрласа лараççĕ, арçынсем тĕрлĕ ĕç тăваççĕ: е çăпата, е çĕвĕ çĕлеççĕ. Çапла пĕр çуртра çĕрле ĕçлесе ларнă, тет, пĕр карчăк анчах çывăрат, тет. Ларсан, ларсан ку карчăк тапратрĕ, тет, мĕкĕрме. Пурте шарта сикрĕç, тет. Нумай та мĕкĕрмерĕ, тет, вăранчĕ, тет. — Ара мĕн пулчĕ сана? тесе ыйтрĕç, тет, ларакансем. — Пĕр мăнтăр, пысăк арăм, пычĕ пек, ман çия упаленсе выртрĕ пек, тесе каларĕ, тет. Пĕри вара лараканнисенчен: шăтăк шăхăрччăр, тесе каларĕ, тет. Апла каласан, вупăр тухаймаст, тет. Çавăнпа пурте шыра пуçларĕç, тет. Шырасан-шырасан, пĕри курах карĕ, тет: кăмакара, кушак пулнă, тет те, кĕтесре ларат, тет. Кушака тытрĕç, тет те, çĕçĕ илсе: пусатпăр, тесе, камне калама хушнă, тет. Кушак каламаст, тет. Вара, пусма тăрсан тин каланă, тет. Кӳршĕ арăмĕ пулчĕ, тет те: ан пусăр, тесе йăлăна пуçларĕ, тет. Вара вăл арăма шăрса ярассен хĕнерĕç, тет. Темĕн чухлĕ укçа илчĕç, тет. Çавăнтан кайран, тин пăрахрĕ, тет, кӳршĕ арăмĕ вупăр пулса çӳреме (siс!). Чертаг. Вупăр çынă (о деревьях; иначе: паталлă) — поврежденное дерево. Антик. Вупăр çинĕ. (Так говорят, если на тесте в продолжение ночи остаются какие-нибудь следы). Юç. такăнт. 10. Чарăн çак мăкăртатма. Мĕн, вупăр пек, пĕрмай янаххуна вылятан? (т. е. бормочешь). См. Рекеев II, 4.

вут

вот (вут, вот), огонь. Альш. Вутпа ан выля: шăракан пулат, тет, теççĕ. Ib. Вут хыпнă пек васкаса (как будто на пожар). Ib. Вут çине сурсан, тути çине кĕсен тухат, тет, теççĕ. Ала 90. Çакă икĕ тăлăха вара вута прахса ĕнтнĕ пек хĕрте пуçланă (жарили как в огне, т. е. жестоко били). Орау. Яшки пĕçерет, вут çинче пиçнĕ пулмалла! (Шутка). Ст. Шаймурз. Вут çине сурсан, тути-çăварне кĕсен тухат, тет. Шел. 23. Хуласене, ялсене вутпа персе пĕтерçĕç. Орау. Авăн ăшне вут чĕртĕпĕр. Разведем в овине огонь. (Из мол. «чӳклеме пăтти»). Сиктер. Вара хуçи, карташ варрине пĕчикçеççĕ вут вырăнĕ туса, вут чĕртет. N. † Пирĕн инке чун пекех, çумне выртсан, вут пекех. Сĕт-к. † Çил-ту çинче çил-армань, çилсĕр-мĕнсĕр авăрать; пирн ăшчикре вот çонать, çолăм тохни корăнмаст. N. † Шăпăр-шăпăр çăмăр çăвать, чӳрече витер витерет; манăн ăшра вут çунать, çулăм тухмас, çын курмас. Янтик. † Манăн ăшра вутсем çунаççĕ, çулăм тухни курăнмасть. Хыпар № 18, 1907. Хветĕр тете калашне, хăвăршăн вут, çыншăн мар. Алик. † Ай акисам, акисам! пире хавас ан тăвăр, пирĕн пуç çинчи вут çунать. (Солд. п. ). Янорс. Пушарĕ, халăх пӳртĕнтчен тухнăскер, килкарти алăкне ватман пулсан, хуçисем пурнакан пӳртне вут илетчĕ (охватил бы огонь). Образцы 68. Саманасем йывăр, хуйхăм каймаст, вут пекех чĕлхе сăмах калаймасть. Ала 14°. Эпĕ акă мĕн туса пурăнатăп: манăн ĕçĕм çавă-çавă патша çĕрĕнче вутсăр усратăп, тет (не даю им огня, а они от того страдают). Полтава 51. Вут пек чунна вырăнсăр хĕм пек вĕри шухăшпа хĕрхенмесĕр хумхатан. Çутталла 117. Çĕр çинче çил, вут хăватлă, теççĕ. Кан. 1927, № 234. Çĕре пытарас вырăнне вутта пăрахса çунтарни. О заступл. 14. Вăл çĕлен пек авкаланса вутра çуннă. Тимер. Темĕн чухлĕ улпут çурчĕ вута каять (т. е. сгорает). Ала 26. Иван аллинчи çурта тата ахалех, вутсăр-мĕнсĕрех, çутăлчĕ, тет. Якейк. Кăмакара вот пăтрат-ха. Помешай-ка в печке. Ст. Чек. Вут шăхăрсан, хăна килет. Г. Т. Тимоф. Пурте килĕсенче вуттисене сӳнтереççĕ, тет. || Искра. Кр. Чет. † Пирн та (так!) лаши таканлă, посмассеренех вот тохать; çутти йолать çол çине. Изамб. Т. Куçăран (-куçран) вут тухăрĕ (искры). Юрк. Кам арки çине вут ӳкет, ун арки çунат. Кого постигает нужда, тот и страдает. (Послов.). Ч. С. Куçсенчен пĕтĕмпе вут тухса вайрĕ. Из глаз посыпались искры. Сказки и пред. чув. 84. Ун çилĕлĕ куçĕнчен йăлтăр-ялтăр вут кайрĕ. Тим-к. Лутра вырăс кантăк касать. (Вут ӳксе шăтарни). N. Кăмакаран вутă (= вут) сиксе ӳксен, усал çын килет, теççĕ. Если из печки выскочит искра, то, говорят, придет дурной человек. Изамб. Т. Вут сиккипе карĕ (помчался вскачь). || Пожар. Ч. С. Эпĕ те вара вут кутне витре йăтса чупрăм (на пожар). Ib. Вут чĕлхи пĕлекси çын, знающий наговор против пожара. Ст. Айб. Мана шыраса тупрĕç те, вут сӳнтерекен пичĕке ăшне (в пожарную бочку) карĕс-чикрĕç. (Мунчара пулнă вăсем). N. Инçетре вот тохнă (зарево). Сюгал-Яуш. Çав вута чĕлхесĕр (немой) ача кăларнă, çăмарта пĕçерме тапратса. Изамб. Т. Камран вут пуçланнă? С кого начался пожар? Ч. С. Вут кам çуртĕнчен тухнă? У кого начался пожар? Т. М. Матв. Вут куçне шыв! (Вут тухсан, калаççĕ). Ib. Вут тухсан: вут çурта ан хыптăр, тесе, кăмакана хутса яраççĕ. (Поверье). Альш. † Пăванăн хулине вутсем хыпнă, епле пырса кĕрĕ-ши çамрăк пуç? (Солд. п. ). Вомбу-к. Вот сӳнсен, шу нумай. (Послов. ). Юрк. Вучĕ малтан кам çуртĕнчен мĕншĕн тухнипе пĕлсен, ваттисем: вăйран вăкăр тухат, тесе, ахаль каламан иккен тесе, шарт тĕлĕнеççĕ. N. Кӳрше темĕскер пулчĕ: урам тăрăх вут çапнă пек вĕçтерчĕ (помчался прямо и стремительно). Орау. Ачасем Хир-пуçĕнче вут кăларнă (сделали пожар). Ст. Чек. Кĕлетрен вут тухрĕ, теççĕ, кĕлетрен пусан; хыçалтан тухрĕ теççĕ, хыçалтан тухсан. Хурамал. Тĕлĕккре (так!) вут курсан, уяр пулать, тет. Если во сне увидишь пожар, то, говорят, к ясной погоде. || Живой огонь. Чăвашсем 36. Тата çĕр витĕр калараççĕ. Çыран хĕррине, меллĕрех çĕре, çĕре витĕрех алтса тухаççĕ те, ун витĕр тухмалла тăваççĕ; унтан вара ялти вута пурийĕн те шыва сапса сӳнтереççĕ те, çав витĕр тухмалла шăтăк патне йываç алсе пырса, икĕ йывăççа пĕр çĕре сăтăрса, вут кăлараççĕ, ăна вара çав витĕр тухмалли шăтăк çине хураççĕ... Вара этемсем харпар хăй патне çав çĕнĕрен кăларнă вута илсе каяççĕ. || Божество. Хурамал. Вута хĕлле чӳклеççĕ. Ăна та çаплах нимĕр пĕçереççĕ, пашалу пĕçереççĕ. Ăна кăмакумне (= кăмака умне) лартса чӳклеççĕ. Вут пĕрер япалана сиян (= сиен) ан тутăр, ан çунтартăр, тесе, тăваççĕ. N. Тата пĕчĕкçĕ чӳк, вутшăн чӳклекен чӳк ак çапла. Род. п. этого сл. в разных диалектах — вутăни вуттăн, дат. и вин. вутаи вутта. Об огне. см. также у Н. В. Никольского, в «Кратком курсе по этн. чув.», 117 сл.

вăй ил

окрепнуть, набраться сил. Сир. 109. Эпĕ куртăм, ухмах вăй илтчĕ; çавăлтех унăн кил-çуртне ылхантăм. Ib. 290. Вĕсем вăй илнĕ ĕнтĕ (окрепли). Кан. 1927, № 214. Эрне хушшинче кукша сарăлса, вăй илсе карĕ. Юрк. Малашне вăй илсен, унта пит лайăх-кăна шатрун çурт ларттарăп, тет.

вăй-питти

полная сила; в полной силе. КС. Халь эп вăй-питти, ĕçрен юлас çук. Кан. 1927, № 219. Чăваш ĕç халăхне пĕчĕкренех пусмăрласа илсе, вăй-питтине çитсен, пĕтерсе хураççĕ. N. Пĕри вилет тăп вăй-питтинче (в расцвете сил). Сред. Юм. Вăй питтипе çĕклет. Подымает изо всей силы. N. Вăй питтипе тӳсĕмлĕх. Сĕт-к. Вăй-питти пор чохне касак çаррине каяс поль, тиччĕ. Ib. Вăй питти, сила, мощь. СПВВ. Вăй-питтипе — изо всей мочи, всеми силами. Сред. Юм. Вăй-питтипе ĕçлет (изо всех сил). Проп. о блудн. сыне. Вăй-питти çулти пуян ывăлĕ. СПВВ. ГЕ. Вăй-питти, тесе, çирĕм пилĕк çулхи çына (= çынна) калаççĕ. Стф. 37. Чи вăй питти вăхăтне унта ирттернĕ. Чем люди живы. Пырать патне, пăхат лайăхрах: çамрăк çын, вăй-питти вăхăчĕ...

вăйă-пуçĕ

или вăй-пуçĕ, назв. одного из доджностных лиц на свадьбе. Собр. Пӳртрен хĕрĕ ашшĕсене пуççапса тухсан, инкĕшĕ тиркĕпе çӳхӳсем илет, тата тепĕр яш ача чĕреспе йăтать те (вăл ачана вăй пуçĕ теççĕ), хĕрне, шăппăр каласа, парапан çапса, ялти хурăнташсем патне илсе çӳреççĕ. Богдашк. † Вăйă пуçĕ эп пултăм: шухă, тĕсе, ан калăр.

вăл-ку

то и сё; и тому подобное; что-нибудь (дурное); всяческии. Юрк. Те эсĕ тата ĕлĕкхи пек мана кĕттерсе тарăхтарашшăн-и, ăна-кăна пĕрте хам тĕллĕн шухăшласа пĕлейместĕп. Т. VI. 26. Ĕçлекенсене те вăл-ку усалтан сыхла, упра. Юрк. Аптăранă енне чăвашсенчен те ыйткаласа пăхаççĕ: епле сирĕн хушшăрта вăл-ку илтĕнмест-и? теççĕ. Ib. Хĕрт-сут пăттине ытти чӳксем пек тăву вăл-ку çук. К.-Кушки. Эрех вăл-ку ĕçмес, картла вылямас, чĕлĕм туртмас, пĕр пус укçине сая ямас. Якейк. Ăна ту, кăна ту, лешне ту. Ку килет, вăл килет, çав килет. Ăна итет, кăна итет. СТИК. Пасарта вăрăсене тытнă, темерĕç-и? эс куртăн-а? — Çук, эпĕ пасара кайма карăм та, вăл-ку-мĕн ним те илтмерĕм. Истор. Çыннăн вилесси часах, вăл-ку пулмалла пек çĕрте хĕçĕре-пăшалăра çумăртан ан пăрахар. Альш. Çапла вăл-ку çинчен калаçса килеççĕ (вдуг). Ib. Вершник вăл лаши çимине астăвать, тата тумланнă хĕрĕн мулне: вăл-ку ан пултăр, тесе, астăвать. Ib. Хамăр чей ĕçетпĕр, вăл-ку çинчен калаçатпăр. Регули 26. Вăл-кона (= ăна-кăна) тумалла. Б. Олг. Волатпăр она-кона: эс лепле, лайăх порнатни? Вăл мантан итет (= ыйтать), эп онтан итетĕп. N. Она-кона хатĕрлетĕп. Приготовляю то и сё. Ала 81. Карĕ-карĕ, тет, хай старик, темĕн чухлĕ карĕ ĕнтĕ ку; те пĕр кун, те икĕ кун — ăна кăна пĕлместĕп. Шурăм-п. № 26. Ун-кун (туда и сюда) пахкалап. Ст. Чек. Вăл-ку — кое-что (им. пад. ). Сир. 17. Урампа, пынă чух унăн-кунăн ан пăхкала. НТЧ. Ăна чӳклеме хăшĕ пĕр çулхи пăру, хăшĕ сурăх, пухăннисем хур илсе каяççĕ, ăна-кăна тиркемеççĕ (= без разбора). N. Ăнă-кăна пĕлмесĕр. С. Вăл-ку пор çĕрте (кроме всего прочего), пирĕн пăрçа та çавах нумай.

вăлуснуй

волостное правление. См. вулăс, вулăç. Чăв. й. пур. 12°. Унтан, çыхса, вăлуснуя илсе кайăп. Ib. 27°. Эпир вăлуснуя кайса калăпăр, тенĕ. || Волостной старшина. Б. Олг. Правленĕнчен килчĕç вăлоснойсам, тиексем (= тиексем).

вăрат

будить. Хăр. Паль. 3. Пальяна амăшĕ ыйхăран вăратсах лекĕр патне илсе кайнă. Бур. Ача часрах хăй пĕлĕшĕсене вăратма кайнă (пошел будить своих знакомых). [В с. Яльчиках (Карамышево), б. Чеб. у., произн. врот).

варра кай

итти воровать. N. Ӳлĕм капла варра ан кай, ан кай. N. Унтан каяççĕ, тет, вăрра. Альш. Кайрăмар вăрра: мана варра илсе кайрĕç. Якейк. Сохан вăррине каяччĕç. Ходили воровать лук. Ib. Ут вăррине карĕ. Пошел вороватъ лошадей. || Быть украдену. Ч. С. См. сутăн. Собр. Лаша вăрра кайсан (если украдут лошадь), нăхтине хыçалтан кăларса ывăт. (Послов.).

вăрăм лав

ямская повинность (если путь дальний). Сред. Юм. Вăрăм лав, мирская подвода; так назыают, если едут куда-нибудь. далеко. Янтик. Кам кçал вăрăм лав? Пире илсе каяс пулать ĕнтĕ унăн салтака. Орау. Эпир вăрăм лава Симкки ывăль салтака кайсан кайнăччĕ те, слав-пух, унтанпа кайман-ха (в Ядрин, по ямской повинности). || Шорк. Вăрăм лава каяс = итти испажняться.

вăрăнтар

(вы̆ры̆ндар), бросать. Цив. Ст. Яха-к. Çапла каласан, Йăваншки ăстарик тирĕк çинчен виçĕ кукаль, виçĕ икерч, виçĕ çăмарта аллине илет те, малалла вăрăнтарат (бросает перед собою): пӳртен илсе кайтăр, тесе. N. Типĕ турат илчĕ те, пĕррех упа шăтăкĕ патнелле вăрăнтарчĕ (как швырнет).

вăрт

(вы̆рт), подр. мгновенному и отрывистому движению. Пшкрт. Вăр-вăрт! хĕр отса каят (быстро). Ib. Ул п̚олдырн’а jӓплӓ jорас? — вы̆рт пы̆ҕас та, jы̆л ҕолас; иттак jорас, вот как jорас. Б. Олг. Çăмăл кайăк вăрт тăрса каят ăнчах. Орл. II. 206°. Вăрт Варвари, арки-вĕçлĕ шупăрлă. (Çил арманĕ). Н. Лебеж. Чипер инке вăрт-вăрт, арки вĕçĕ хăюлă. (Арман çулĕ). 93 çул, 55. Унтан аллисем çинче вăрт çĕкленсе илсе, пăшал пемелли чӳрече карнисĕ çине чăркуçланнă. N. Вăрт çавăрăнчĕ, Хорачка. Вăрт! — межд. бросания. Упа 589. Эпĕ вара лаша çинчен вăрт! ывтăнса юлтăм. || Момент. Хорачка. Мана пĕр вăрта (на один момент) портă парса яр.

э

(э произн. протяжно), восклицание, имеющее различные значения; нередко соотв. русскому «а». К. С. Э, аплаç-ха вăл! эп ăна пĕлмен те. — Э, кĕсел-ĕç-ха вăл! — Э, алла ӳккĕрĕн! (попался!). Орау. Эккей çанталăкĕ, э! Какая погода-то, а! Чăвйп. Яккăвĕ каланă: э... апла, пулсан, пымастăп (не пойду), пĕтетĕп! Хыв. 1906, № 31-2. Э, мĕн калам сире: иккĕшне те вунă уйăх тулса вунпĕрмĕшне анчах кайрĕ; вăл виçĕм кун çӳçĕсене ӳт çумĕнченех илсе ячĕ; пăхсан, кулса та ямалла, ачисене те шел. Н. Карм. Э (угроза), эсир хĕр илме килтĕр-и? сана хĕр парам эпĕ; хĕр хутаççа! тенĕ. Сред. Юм. Э, хайхи-çке о сан! (говорят о чем нибудь давно известном, когда о нем припомннают). Орау. Çăвăр-ха, э? Умывайтесь, а? (с вопросительной интонацией на «е»). Еванг. Чиркĕве пăсса, виçĕ кунта туса лартаканскер! Сред. Юм. Э.... эппин о полсарĕ-хл о! тин аса плтĕм. Да, оказывается, это он был, я только сейчас вспомнил. Янш.-Норв. Ватти вара: э, укçана час пырса пăрах, атту тата кăларатпăр (чирей)! тесе, çăпан чăмăрта пуçларĕ, тет, пек. (Из рассказа чувашина о тӳркĕлли, видениом во сне). Хып. 1906, 7. Э, ав епле-ха вăл! Ашшĕ-амăшне. Вăл каланă: е! манăн илтелесе пурăнмалла-и-халĕ ăна? ...тенĕ. Альш. Карчăкĕ хытă кăшкăрать, тет: старик, çиме тăр! тет. Старикки: э... юрĕ, тет. N. Э, ман хыçран пĕр çын пырать! тесе калать, тет. Регули, 545. Э (ее), халь те, вăлсен вăл хорăнташ полать. Верно! он в самом деле им родственник. Ч. С. Э! эсĕ ху лашу куртăн (счел за...) пулĕ ăна ачашлама; э! ху лашу мар-и? теççĕ. Чăвап. Леш каланă: э!.. эсĕ мана укçа мĕшĕн патăн-ха? Эсĕ аван шухăшпа çӳретĕн иккен!

енчетрен

(энζ’этрэн'), неожиданно, случайно, редко. B. С. Степ. «Енчетрен — неожиданно». СТИК. Пирĕннĕ пек çăкăра вĕсем енчетрен пĕрре-кăна (редко) пĕçереççĕ. О сохр. зд. Ун пек çĕрте сивĕрен пăсăласран та сыхланса пурăнмалла; енчетрен сивĕрен пăсăлсан, сивĕ чир те ерет вара çынна.. Береж. Бог бережет. Енкетрен, Турă сыхлатăр та, кама та пулсан холера çакланса, вар витти ерсеесĕн, е хăса пуçласассăн, им-çам илсе киличчен, чирлĕ çынна ăшăтса тарлатма, унăн варĕ çине ăшăтакан япаласем: ăшă чуста, е ăшă кĕл, е ăшăтнă тырă-мĕн хурас пулать.

епи

би), «бабушка». Ст. Чек. Отсюда формы; епӳ, епĕвĕ, епӳн, енĕвĕн, епĕшĕ, епĕш. В Сред. Юм. дети так называют всякую старуху. Там же: асанне аппăшĕ — епи (пĕчик ачасем калаççĕ); ôн ôпăшки — папай. Асанне йăмăкĕ ватă полсан, епи теççĕ; çамрăкрах пôлсан, аппа теççĕ: ôн ôпăшкине, ватăрах пôлсан, папай теççĕ; çамрăкрах пôлсан, йысна теççĕ. || Мать. Хорачка. Äби — мать || Повитуха. Череп., Ст. Шайм. Епи ачасене, виçĕ кăвакарçын туса, вĕçтерсе ярать. Еçп. Епи или асанне = атте амăшĕ, ее муж назыв. папай или асатте. Ст. Шайм. Кĕпер урлă каçсан, пĕр карчăк курăн; ăна епи пулма илсе ан кил; леререх кайсан, эсĕ урăх епи-карчăк курăн, çавна илсе кил, тет. Альш. Кăна епи юлтăм çавăн чух! тет (старуха). Ст. Шайм. Унта епи карчăксем пĕри те килте çук, пурте епи пулма кайнă (ушли на повиванье).

епи-карчăк

повитуха. Чăвашсем. Чăвашсенĕн, ача çуралсан, шыва кӳртичченех, епи-карчăксемпе ачана ят хураçсĕ. Требн. 514. Çуралнă ачана саккăрмĕш кунне епи-карчăк чиркӳ умне илсе пырса, тытса тăрать. Ст. Шайм. Тупнă чух, çак епи карчакне илсе тавăрнас. То же слово в Сред. Юм. См. Магн. М. 183.

эрешмен

(эрэшмэн'), паук. Альш. Эрешмен çăкăр пĕрчине турă ятпе патне улăхать, тет. Потому не велят бросать крошек. Сред. Юм. Эрешмен, тор патне кайса, котне уçса кăтартать, тет: çавăнпа она вĕлерсен, хĕрĕх-те-пĕр çылăх каçать, тет. IЬ. Эрешмен вĕлерсен, хĕрĕх çылăх каçать. тет. Альш. Эрешмене велерсен çылăх каçать. Эрешмен, çăкăр пĕрчине тупсан, турă патне илсе улăхать, тет. Б. Араб. Буин. (Эти злодейки) ĕçкĕре сĕнтресем çине киремет укçи хурса хăвараççĕ, тата çынна тав туса панă чухне, сăра çине çичĕ çулхи эрешмен ярса, ĕçтереççĕ те, ăшра çĕлен пулмалла тăваççĕ. Тюрл. Эрешмен карти карсассăн, ыраш акма вăхăт çитет. Юрк. Кĕркунне çумăр хыççăн эрешменсем картисене хăмăл çине карса, уяр пулать. Сред. Юм. Эрешмен пик. Пит çинçе, начар çынна калаççĕ (о тонком и худом человеке). || Фамильное прозвище. Л. Кошки. И. Байбахт. Эрешмен Укантей (scr. Эрешмень Угандейсем у Магн. «Огандей»), «прозвание язычника». См. Магн. М. 13.

эрне

(эрн’э), первоначально — пятница, теперь — неделя. Изамб. Т. Мункун пĕрех эрне юлчĕ. До пасхи только неделя. Букв. Эпир тыр вырнă вăхăтра эрни-эрнипе хирте пурăнатпăр. Юрк. Эрнесерен пĕрер тапхăр (еженедельно) тухакан каçит (= хаçат). БАБ. Çĕнĕ çул миçе эрне-ши? мĕн кун пулать-ши? теççĕ. Юрк. Пĕр эрне те çук пулĕ, Магницкийрен çыру илтĕм. О сохр. здор. Çав çын вара виçĕ эрнепе ултă эрне хушшинче урать (делается бешеным). Рег. 1218. Ку эрнене кĕрсессĕн, çанталăк пит осалччĕ. Рег. 1204. Ик эрне иртне çĕрте туса çитерĕ вăл. Рег. 1185. Эрнерен сувалĕ. Виç контан тăвĕ. Ик контан кайĕ. Рег. 751. Ончол ĕçе эрнере те пĕтерймăн. Рег. 842. Ман номай ĕçĕ, эрнере пĕтерме полмĕ. Рег. 843. Ончол номай ĕçе (столь много дела) илнĕ, эрнере пĕтеримĕ. Панклеи. Каясси эрне тенĕ чох (за неделю до ухода). Курм. Эрне пуçне икĕ-виçĕ хут киремете кĕл-тăватьчĕç. Орау. Пĕр эрне пулĕ ĕнтĕ, пĕр сурăх Кăшкăрта çĕтсе çӳрет. Якей. Çăварни килет çич конлăх, ма çич эрне килмен-ши? Янтик. Эп, пичче патне кайса, пĕр-икĕ эрне пурăнас тетĕп (пурăнса килес тетĕп). Пичче патне пĕр-икĕ эрнеллĕхе каясшĕн. Орау. Пĕр эрнене яхăн вăрманта пурăнтăмăр. Юрк. Куллен эпир капла виле пуçласан, эрне хушшинче пурсăмăр та вилсе пĕтĕпĕр. Якей. Ик эрнери чăх чĕппи амăшĕнчен уйăрлимаçть. Якей. Вăл таста кайса, эрнешер çохалса порăнать (но неделе). Сред. Юм. Кăш чôхне эрни-эрнипе ӳсĕр çӳрет ô (но целым неделям). IЬ. Сôт-тунă чôхне те аваннн эрни-эрнипе килет ô: кăш чôхне парăш пит йôлать, кăш чôхне йолмас та. К. С. Чей те эрнере, уйăхра анчах ĕçнĕ (т.-е. только в некоторые недели или месяцы), аш та хĕлĕпе пĕр пăт çимен. Сред. Юм. Эп шалу кирлĕ таран эрнерен эрнене илсе пырап (каждую неделю). Скотолеч. 20. Çапла пĕр эрне хушши (с неделю) кунсерен пĕрре çуса тасатса, çу сĕрес пулать. N. Эсĕ кунта миçе эрнене килтĕн? Ты сюда на сколько недель приехал? Альш. Эрнипе ĕçеççĕ (целую неделю). Эрненĕн кунĕсем, дни недели. Альш. Эрнен хушши ултă кун, эрне ан тăр, тăванăм, пырах тăр. В. Олг. Считают дни от Пасхи до Ильина по неделям, обратно: напр.. паян çичче кĕрсе — сегодня осталось семь недель до Ильина. Так же и от Ильина дня до Покрова. Çиччĕре, саккăрта — на седьмой etc. неделе.

эрнелĕх

(эрн’эл’эх), количество времени, равное неделе. † Эрнелĕх те хушши çичĕ кун. N. Эрнелĕх хупаççĕ. Сажают под арест на неделю. || Альш. Эсĕ миçе эрнелĕх çăкăр илсе килтĕн?

эрне-çĕр

вечером накануне пятницы. Аттик. См. çураçма. Аттик. Çавăнпа, çын вилсенех, пумелккине тăваччĕн, юри пасартан пĕр явăç чашăк, йăвăç курка сутăн илсе, çав чашăк çине тĕрлĕ çимĕç пĕçерсе, кашни эрне-çĕр вилле асна-асна (=асăна-асăна) хываççĕ.

эрне

(эрн’э), хорошо бы, но... Конечно. Правда. (Каз.-тат. äрiнä). Вара çавă тăлăха юлнă хуçа ачи ялтах хуйха ӳкнĕ; эрне (правда) вăлă вăл-ку çитменшăн хуйхăрман, анчах вăлă пĕччен юлнă, çавăншăн анчах хуйхăрнă вăл. Кильдиш. Епле апла эсĕ çавă чипер арăмна, ытарса, ирĕке (scr. йркĕ) пăрахса каян; эрне (конечно), каясси кайăн, анчах санăн арăмна пĕри-пĕри ерсессĕн, эсĕ вара мĕн тăва пĕлĕн? тенĕ. СТИК. Эрне пырăттăм, пыраймап: хурăн вутти хучĕç те, хурçунатма çунтарчĕç; вĕрене вутти хучĕç те, вĕр çунатма çунтарчĕç. (Говорит дикий гусь. Этот гусь был обращен в женщину и отдан замуж за сына одного человека. Вот эта молодушка приходит к ручыо за водой. Ее подруги зовут ее с собой, говоря: «Атя, Алтьук, киле, аçу килчĕ пасартан, кулачă илсе», а она говорит эти слова): к СПВВ. ПВ. Эрне, çапла та, анчах... Эрнеччĕ те çав, анчах... Конечно, это так, но... (так-то так, но...). N. Эрне шурă пӳрт хура пӳртрен хакла ларать (правда). Зап. ВНО. Эрнеччĕ те (=мало-ли что), эрне кун мар çав паян. (Изречение, указывающее на неисполнимость желаемого). То же и в Сред. Юм. Орау. Ай-ай, кăçал пĕр кĕлетлĕх явăç кăлараяс-чĕ! (срубить и вывезти из леса). — Эрнеччĕ те, ачам, те вăй çитĕ, тем-çке. Н. Лебеж. † Хĕсĕк, хĕсĕк куçлисем шăтăк виттĕр пăхаççĕ; чармак, чармак куçлисем чаршав урлă пăхаççĕ: ĕнтĕ пырам, тийеççĕ; эрне пырăр пырасса. К. С. Эрнеччĕ, çапла тăвасчĕ те, вăй çитмест. ld. Эрне апла пулĕ те вăл (может быть, и так...). Ч. С. Эрне турă мĕншĕн пире капла тунине пĕлме çук та, ваттисем юрăннă пек пурăнмалла çав, терĕ карчăк. Образцы, 43. Эрне те каймăп Нарышкина, сăрлă çунам ӳречи хуçăлчĕ. N. Эрне, çапли çапла... Правда, оно так-то так... Изванк.? Эрне çакăн пек усал ĕçсене пурте тумаççĕ те, çавах пирĕн енче ун йышши çынсем нумай çав.

эсрейлĕ

(эсрэjлэ̆), то же, что эсрел. Рекеев, 3. Н. Карм. Есрейлĕ чунне илсе кайнă. || Г. Тимоф. «Масар есрейли» упоминается при обряде «пăсташ тасатни».

эсрелĕ

(эсрэл’э̆), то же, что эсрел. Макуш. Тата Эсрелĕ пур, теççĕ. Вăл, çыннăн вилĕм çитсен, пусма пырать, тет. Пшкрт. Эсрелĕ çынна пусат (режет), теччĕ. Тюрл. Эсрелĕ касмасăр, çын вилмес. IЬ. Ох! тет, мана касса карĕ, тет, вилетĕп! тет. (Слова умнрающего). Пӳрт çӳлĕшĕ çын мĕлки тăрать, тет; шăмă-кăна, тет, хăй; аллинче çава, тет. Макка, 229. Эсрелĕ вăл çывăн чунне илет теççĕ. Эсрелĕн ĕнси çинче куçĕ, теççĕ; ăна çын чуннĕ илме килнине нумайĕшĕ кураççĕ. Н. Седяк. Чăвашсем: эсрелĕ, канавал пек, çын чунне илсе çӳрет, теççĕ. Вăл ептĕрипе мулатуксемпе чирлĕ çын патне килсе кĕрет, тет, те, сак айĕнчен атпăрипе çын ӳтне шăтарса, унăн чунне илет, теççĕ. Вăл çапла молотокпа, атпăрипе çӳренĕрен канавал пек, теççĕ. N. Пӳртри япаласене: тумтирсене, савăтсене, пур çуртра тыткалакан япаласене тула кăлараççĕ. Япаласене ак мĕншĕн тула кăлараççĕ: эсрелĕ чирлĕ çын шăмми сыпăкĕсене каснă чухне, ун юнĕ япаласем çине сирпĕнсе ан юлтăр, теççĕ. СПВВ. ИЯ. Эсрелĕ пуянпа чухăна пăхмасть, пурне те тикĕс вĕлерсе пырать. Пшкрт. Эсрелĕ пусса кайман! (брань). Питуш. Эсрелĕ çияш! (брань). Якей. Эсрелĕ çынни! (не сильная брань), Актай. Икĕ эсрелĕ хире-хирĕç пăхĕç. (Карăнтăк янаххи). IЬ. Уй варринче икĕ эсрелĕ ташлĕ. (Кĕне кĕвенти). Существует сказка о том, как Эскемер, а по другой версии — старик, запрятал Эсреля в гроб. || В. Олг. Эсрелĕ — первый похороненный на кладбище. СТИК. Эсрелĕ, эсрел — пăхма тискер çын; çынран ютăхса пурăнакан, çиленсе çитнĕ çынна калаççĕ. «Эсрелленсе çитрĕ».

эхер

(эh’эр) или экер, если. Мĕск. Ант. 24. Эхер тата икĕ кунтан кантура куланай илсе килмесен, эсĕ арăмлă нккенне те пăхмăп. СПВВ. «Эхер, мехер, ĕнчен (так написано), если, ежели».

ывăçла

брать, захватывать в горсть, в пригоршни. Хĕн-хур. Вăл (она) вара, çул çинчи кӳленсе тăнă пылчăклă шыва ывăçласа илсе, ĕçнĕ те, канмасăрах, тата малалла утнă. Орау. Шыва çăл вăлашки çинчен ывăçла-ывăçла илсе, çурăм пите. Еще пример см. ывăç.

ывçă

(ывзы̆), то же, что ывăç. Юрк., И. С. Степ. Ст. Чек. Ывçă тупанĕ кĕçсен укçа е килет е каять. Юрк. Ылттăн улма ывăтрăм ывçăра, илсе чикĕр хĕвĕре. Чăвйт. Çын мулне ан пух: ывçăпа пухсан, ывçăпа салатăн; аркăпа пухсан, аркăна салатăн. БАБ. Акнă тырра-пулла пăртан-юртан, çилтен-тăвăлтан сыхла-Ывçăпа сапса, ывçăпа пуçтарма пар. (Моленье «ӳчӳк»). Чй. Ывçăн-ывçăн ут туртса çиет. Юрк. Ывсă = савăта витекен япала.

ыр-хаяр

(х̚аjар), назв. духов. Аттик. Çĕрле çӳрекен ыр-хаяр, кăнтăрла çӳрекен ыр-хаяр, çакна ĕççе-çисе кайтăр. (Из наговора против «лăп-лап). Цив. Е... ха... мĕн!!! ыр-хаяр çакланнă-çке-мĕн сана! (Из записи А. Етрухина «Чăваш чирĕ», 2) Следующий отрывок взят из не оконченной рукописи М. В. Шевле «Авалхи чăваш ялисем» (1907 г.). Авалхи чăвашсем, Христос тĕнне кĕнĕ пулин те, хăйсен тĕнне хытă тытнă, ăна халĕрех-çих пăрахнă. Авалхи чăвашсем ĕненнĕ тăрăх пĕрех турă пулман, вĕсен турăсем тăхăр ушкăн пулнă, кашни ушкăнĕнче тăхăршар турă пулнă. Вĕсем пурте пĕртан пулман, первайхи ушкăнрисем аслисем пулнă, иккĕмĕш ушкăнрисем кĕçĕнтереххисем, виççĕмĕш ушкăнрисем тата кĕçнерехисем пулнă, такки çапа еречĕпе пынă. Тăта кашни ушкăнра уйрăм асли пулнă, ун хыçĕнчен кĕçнерехисем пулнă. Çапа ĕнтĕ пирĕн авалхи чăвашсен турăсем тăхăр ушкăн пулнă, кашни ушкăнĕнче тăхăр турă, мĕн пурĕ 81 турă. Вĕсен хушшинче аслисем, кĕçнисем пулнине астусан, вĕсем 81-те турă пулман пулмалла, вĕсен хушшинчен нăмайĕшĕ святой пеккисем, ангел пеккисем-çих пулнă пулмалла, анчах ĕлĕкхи вавашсем вĕсене пурне те пĕрле турăсем тенĕрен, эпир те турăсем тейĕпĕр. Кашни туррăн хăй пăхса тăракан япала пулнă: Акă вĕсем: 1) Таса пĕр турă, пуринчен асли. 2) Пӳлĕхçе, пĕр турăран кĕçни. З) Тур-Амĕш. 4) Пихампар, пĕтĕм çынсене пĕлсе тăракани. 5) Хĕрлĕ-Çыр пĕртак пурнарахпа Св. Николая пĕлтернĕ, ĕлĕк тем тăвакан пулнă, паллă мар. 6) Çĕр-Йыш. 7) Çĕр-Ашшĕ. 8) Çĕр-амĕш. 9) Çĕр Сулу, çĕре сулса парсан илекени. Кама та пулин çиленсен, илĕ вăрççан, таса çĕрте вăрçнине каçар, манан (siс!) ан шыра, çавăнтан кайса шыра тесе тухса çăнăх вĕçтернĕ. Иккĕмĕш ушкăнĕ. 1) Ывăл-хĕр çуратакая турă. 2) Ывăл-хĕр çуратакан амĕш. З) Ывăл-хĕр çуратаканăн Пӳлĕхçи, тоже пĕлсе тăракани. 4) Хунхаççи (так и в черновике рукописи), ӳсен япаласене хуяаттаракани пулнă пулмалла. 5) Хумхаççи, хумхантарса лартакани. 6) Вĕри хĕвелтен сыхлакани. 7) Çил-ашшĕ. 8) Çил-амĕш. 9) Тăвăл çил çӳретекени. Виççмĕш ушкăн. 1) Тыр-пул çуратакан турă. 2) Тыр-пул çуратакан амĕш. 3) Тыр-пул çуратакан Пӳлĕхçи. 4) Выльăх-чĕрлĕх çуратакан турă. 5) Выльăх-чĕрлĕх çуратакан амĕш. 6) Выльăх-чĕрлĕх çуратаканăн Пӳлĕхçи. 7) Вĕлле хурт çур такан турă. 8) Вĕлле хурт çуратакан амĕш. 9) Пӳлĕхçи. Тăваттăмĕш ушкăн. 1) Хăмла хăпартакан турă. 2) Хусанта аслă алăкра выртакан ырă. З) Сĕвере выртакан ырă. 4) Шупашкарта выртакан ырă. 5) Аслă (илĕ кив) киремет. 6) Аслă Киремет Ашшĕ. 7) Аслă киремет Амĕш. 8) Аслă киремет хаярĕ. 9) Тӳр-кĕлли. Хусанти, Сĕвери, Шупашкартн ырă, тесе, святой ӳчĕсене каланă пуль. Киремет тесе çынна тытса хутлакан турра каланă, вăл пит усал пулнă, ăна тул çăнăхĕнчен сарçупа çăрса юсман туса панă. Киремет хаярĕ, киремечĕ хушсан, пырса хутлакани пулнă. Тӳр-кĕлли тоже çавăн майли пулнă. Пиллекĕмĕш ушкăн. 1) Çĕнĕ киремет. 2) Çĕнĕ киремет ашшĕ. З) Çĕнĕ киремет амĕш. 4) Çĕнĕ киремет хаярĕ. 5) Çил çунач. 6) Çил хаяр. 7) Хĕвел ашшĕ. 8) Хĕвел амĕш. 9) Хĕвел çунач. Улттăмăш ушкăн. 1) Çĕр-шу кĕтен. 2) Уй пăхакан. З) Шыв вăтăш. 4) Итем сыхчи. 5) Хĕрт-Сурт. 6) Турă умĕнче çӳрекен. 7) Хĕрлĕ-Çыр ырри. 8) Кĕлĕ алăк умĕнче тăракан. 9) Кĕлĕ алăк уçакан. Çиччĕмĕш ушкăн. Ку ушкăнта таврари ырăсене асăннă, çавăнпа эп кунта хамăр таврари ырăсене çырап. 1) Хыçалти Аслă ырă. 2) Юнсарти ырă. 3) Шултрари ырй. 4) Уй пуçĕнчи ырă. 5) Кив масар. Кив масар тесе Йĕршер панчи, тĕне кĕмен чăвашсене чикнĕ масара калаç. Вăл масар халь те пур, унта вилнĕ çын тăпри çине лартнă тем пысăкĕш чулсем халь те мăкланса выртаç. Çав чулсем айне тухатакан çынсем, çӳçсем, кĕпе çухисем вăрттăн касса, тата урăх япаласем те пуçтарса кайса чикеç, теççĕ юмăç карчăксем. Таврари ырăсем тесе вак-твек турăсене каланă. Вĕсене парне памасăр юраман, вĕсем парне памасан çулта-йĕрте вĕсен тĕлĕнчен иртсе кайнă чух хăратса çынна чирлетме пултарнă, парне ларакана тĕрлĕ усалтан сыхланă. 6) Аслă-Вупкăн, выльăхсене пăхса тăнă. 7) Арçӳри. 8) яхăх (ярăх?), кĕсен-çăпан кăларакани пулнă, ăна воздушный (хĕрлĕ пилĕклĕ) пренĕк пăрахнă, хĕш-чух çуршар, чĕрĕкшер пуслăхсем или нухратсем парахнă. 9) Турă-Сулу, турра сулса панине илекен. Саккăрăмĕш ушкăн. 1) Чĕлпĕр тытакан. 2) Итем перекечĕ. З) Уй перекечĕ. 4) Перекет амĕш. 5) Перекет ашшĕ. 6) Перекет паракан. 7) Шултра алапа шыв ăсса килекен. Чӳк тума хур или путек пуснă. Пусас япалана малтан шыв сапса силлентернĕ, силленет пулсан, Ырă ăна пахил илнине, силленмес пулсан, пахил илменине пĕлтернĕ. Силлентерме сапакан шыва Шултра-алапа шыв ăсакани илсе пынă. 8) Тăваççи. 9) Тăтхаççи. Ку кайранхи ик ырă мĕн тăваканисем пулнине юмăç карчăксем те пĕлмеç. Тăххăрăмĕш ушкăн. Ку ушкăнти турăсем мĕн-мĕн ятлисене, вĕсем мĕн япаласене пăхса тăнисене пĕлекен çынна эп ку таранччĕн тĕл пулман-ха, çавăнпа вĕсем çинчен нимех те калама пуятараймастăп. Хам шухăшпа ку ушкăнта тĕрлĕ лăп-лапсене, кăçта килчĕ унта, пахчасенче-мĕнте пулнă йăрăхсене, киреметсене, ар-çӳрисене, ячĕсене каласа асăннă пуль, теп. Авалхи чăвашсен праçниксем те хальхисем пулман. Мун-кун та аслă кĕçнерни кун пулнă. Кашни эрнере вĕсен пĕр праçник пулнă эрне кун, хальхи вырсарни кун вырăнне. Тата чӳксем пулнă. Ак вĕсем: Тăхăр хуран, Çӳлти кĕлĕ, Вăрăм пăтă, Çич кас масарпе аснакан чӳк, Çĕнĕ-тыр-пул чӳкĕ, Хĕрт-сурт пăтти, Сăра чӳк, Вупкăн çӳк, Çăмăр чӳк. Авалхи чăвашсен хальхи поптавраш вырăнне кашни ялта, тĕрлĕ чӳк йĕркисене пĕлекен çын пулнă, ăна чăваш мулли тенĕ. Чăваш мулли ахал, çынах пулнă, ăна никам та суйламан, кам кĕлĕ-йĕркисене лайăхрах пĕлнĕ, çав мулла пулнă. Мулларан урăх, кĕлĕ йĕркисене пĕлекени юмăç карчăксем пулнă. Вĕсем çын чирлесен чӳксем тунă, арçӳрисене çакăр тураса пăрахнă, тухса киреметсене, йăрăхсене сулнă. Вĕсем уншĕн укçа е пĕр пĕр япала илнĕ. Чӳк тунă чух малтан алăка уççа, алăк'' патнелле пахса пĕтĕм турра асăннă. Мулла, калпакне хул-айне хĕстерсе, аллинче çимĕç тытса тăнă, унпа пĕрле ыттисем те хĕш чухне мĕн çимĕс те пулин тытса тăнă. Алăк патнелле пăхса кĕл туса пĕтерсен тин тур кĕтессинелле пăхса сăх сăхнă, унччен сăх сăхман.

ыткăн

(ыткы̆н), то же, что ывăткăн. N. Кашкăр ыткăна пачĕ. Волк бросился бежать. Изамб. Т. Хĕрсем ыткăнса çӳреççĕ (ходят гоголем) IЬ. Лаша ыткăнса пырать (бежит быстро, свободно). Букв. 1904, I. Унччен те пулмасть, пĕр арăслан сиксе тухать те, ыткăнать пăлан çине. Пазух. † Сирĕн кӳлнĕ лашăр çĕмĕрт-хура, халь ыткăнĕ эпир те ларсассăн. Ст. Дув. † Ыр ут килет ыткăнса, ырă урхамах йĕрĕпе. Альш. † Ыткăнса утса пынă чух ылттăн шăрçанăн курăнаттăн (тантăшçăм). (Из «хĕр йĕрри»). Янтик Б. † Пахчи — пахчи пан улми чи тăрринчи сар улми; самай татас тенĕ чух, ыткăнайрĕ-каяйрĕ (отлетело в сторону). † Хамăр ял кĕперĕ ылттăн кĕпер, — епле ыткăнса каçам-ши? Шурăм, № 6. Никамран хăрамасăр ыткăнатăп (устремляюсь, кидаюсь). Собр. 327°. Улăхаяттăм çӳл ту çине, ыткăнаяттăм (устремился бы) уртăш йывăççи çине. Уртăш йывăççин мĕн хуйхă? Амăрт-каяк лармас, çав хуйхă. Альш. Ыткăнса утса пынă чух, ылттăн шăрçанăн курăнатăн! N. Шыв ыткăнать-кăна: çул çине мĕн лекнĕ, çавна илсе каять. Чебокс. Ылттăнпала ыткăнмалла выляма. (Смысл непонятен). Альш. Ытканас (возноситься, гордиться) мар: ылттăнсем пур, тесе; хурланас мар: телейсем çук, тесе.

ытти-маси

повидимому, то же, что ытти-маса. Букв. 1886. Ĕмĕр тăрăшшинче хушпу саклата пăрахса та пулин пĕр ĕне илсе ячĕ те, унтан та ытти-маси пăртак уссине кураймарĕ.

ия

(иja), да, etiam (утверд. част.). В. Олг., Ягудар, Яргуньк. || Встречается в одной старинной молитве, записанной для меня Гр. Анчиковым. Повидимому, служит здесь лишь для обозначения паузы. Текст записи приводится без всяких изменений. Туйри кучченеç кĕлли. (Читает туй-пуç арĕмĕ в доме невесты во время кочченеç чӳтени). Эй тур çырлах, мăн тур çырлах, мăн тур амĕш çырлах. Пӳлĕх-çи çырлах, пӳлĕх-çи амĕш çырлах, хĕрт-сорт çырлах, хĕрт-сорт амĕш çырлах. И-я, тăрăр-ха, тăххăрăн пĕр хăма çине тăрса ача-пăча туррине кĕлтăвар, килĕш тăван яван (йăваш?) чунăмпа тархаслар; илт, çырлах. Ул-хĕр çуратакан турă, ул-хĕр варĕнче усра; çурт çуратакан турă, çурт варĕнче усра; мул çуратакан турă, мул варĕнче усра; тырă-пулă çуратакан турă, тырă-пулă варĕнче усра. Хĕвел амĕш, хвелпе пçертсе ан яр; çил амĕш, çилпе типĕтсе ан яр; ту-хĕрĕнчи вак-твек турă, хута кĕр. Пихампар, ху яттуна чар; ыр хĕрт-сорт çырлах. И-я, ыр хăтам та тăхлачăм та пур, и Микки улсам та пур, Татяки та пур. И-я, лаях шăппăрç Якку улсам та пур. И-я, лайăх, çак халь хăта илсе килнĕ сăрана, мăн кушаль кучченеçе ĕççе çима пӳрсе пар. (Унтан, пĕр татăксăрах, çак кĕлле пĕтернĕ çĕре кучченеçе: çӳхӳя, чăкăта хуççа илсе юлашки сумаха — пӳрсе пар тесен, ам, ам тесе çыртса илсе çима пуçлать). Кĕллине каланă Етĕрне (т.-е. Етĕрне) уес., Шăмат вулăсĕнчи Ваçăк-кассинчи Андрей Иванов. 1921 г. 25 апреля.

ик

(ик', ик), два. См. икĕ, иккĕ. Орау. Вăрăм сăмсаллине кунта эп ик çынна (или: ик çын) пĕлеп. СТИК. Ик ĕмĕр тытаймĕ-ха, унтан та юлĕ, тупăкне илсе кĕреймĕ (два века не проживет). Орау. Ик чӳлмек сĕт исе килчĕ. Принесла целых два горшка (или две кринки) молока. Завражн. Ку ик ял армань. Эта мельница принадлежит двум деревням. Сборн. † Печĕкçĕ тутăр, хрантсус тутăр — ăна ик сум вуннă (т.-е. шестьдесят коп. на серебро) кам памĕ? Сред. Юм. Ик чон пôлсан, пĕрне сана парăтăм, тесе, пит йôратнине пĕлтерсе калани. Сред. Юм. Ик послăх ӳстереть. Иккĕ алланнă (= авланнă) çынна: ик послăх ача ӳслерет, теççĕ (два выводка ребят ростит). IЬ. Ик май та кастарать (говорят про человека изменчивого; с одним он говорит так, а с другим по другому). IЬ. Ик айкки те тăвайкки. Мĕншĕн пôлсан, ик айкки те тăвайкки. Для меня все равно. Орау. Ик эрнери ача, ребенок двух недель от рождения. Шурăм-п. Ик-виçшер лаша, по две, по три лошади.

ил

(ил'), брать, взять; покупать, купить; снять. Ст. Чек. Пыл исе каяççĕ те, лере çăлран шыв исе, шĕветеççĕ. Рег. 96. Она исе каяссише исе кайман, орăхне исе кайнă. Взял не тот, который было надо взять, а другой. Вишн. 72. Вĕсем (воды) хăйсемпе пĕрле çĕр витĕр аннă чух тислĕке те илсе кĕреççĕ те, часах çав ăшăк пусса пухăнаççĕ. Хып. 1906, № 5. Кам илес тиекен илтĕр, манран илсе пулас çук, тет аслашшĕ (т.-е. я не могу купить). И. И. Орлов. В Ракове «илсе кайма кайĕ» = «илсе кайин». Тогаево Покр. Витресем порте мончара, кайса илесси терĕç. Орау. Лаши мĕн пур вăйĕпе чупса пычă чухне салтакки пĕшкĕнсе аллипе тăпра иле-иле пырать. Орау. Пĕри ман хушамата илнĕ (выбрал себе взамен своей мою фамилию). К. С. Эпир кăçал хĕлĕпех тырă илтĕмĕр (покупали всю зиму). Хып. 1906, № 28. Кама, мĕн те çĕр хуçине тӳлес? Кам хăй укçалла илнине кăтартĕ, ăна тӳлесен те юрать. Ст. Шайм. Ача: лешсене илнине кăна илĕпĕр, тет. Парень говорит: «Если уж те вещи сумели взять, то эту возьмем». Ист. Олег çапла тапăна-тапăна Чернигова туртса илнĕ-илнех (все-таки взял.). Чураль-к. † Авăн çапнă укçапа илсе ячĕç ка... на (cunnum). НАК. Ачанăн ашшĕсем ачи илес (scr. исел) тенĕ хĕре илес тесен, евĕч хĕрĕн ашшĕсене калаçтарма каять. Юрк. Шалуннине те чиперех илекен пулать (стад получать порядочное жалованье). Толст. Вĕреннĕ çын арăмне килне илсе кайрĕ, тет, вĕренменнине çавăнтах патакпа çапса илчĕç, тет. Толст. Вăл укçапа пĕр чăхă илсе ярать (на эти деньги покупает). Якей. Сарă вăрăм хĕрсене илессӳ çок (если не хочешь взять), ма астарас? Ирть-х. Вăл Атăл илчĕ он чохне, латти полмарĕ, окçи пĕтрĕ. Он тогда снял (с торгов) Волгу, но толку не вышло, а деньги ушли попусту. Рег. 1086. Ик кĕрĕк илме окçа патăм. Орау. Хам укçана илимарăм (или: кăларимарăм). Я и своих денег не выручил. СТИК. Çук, мĕн улмине калан! Илех тăратпăр та, ăçтан пултăр! Где уж тут в целости сохраниться яблокам, когда дня не пропускаем, чтобы не поесть яблоков. О сохр. зд. Вара пичĕ (наволочка) варлансан ăна час-часах илсе (сняв) çума та пулать. Рег. 1508. Вăл сана парсан, ил (возьми). Букв. 1908, 17. Аллусене ил (отними, возьми), мана сывлама йывăр. Бес. о земл. Малтанхи çуркуннехи сухапа тĕплĕрех тăвас пулать, суха кассисене (борозды) кĕçĕнрен илес (провести) пулать. † Илес-илес илесех, аваннинех илесех (невесту), хамăр ялтан илесех. Т. Исаев. Эй турă, тăхăр çулччен тырă-пулă акса туса илтĕмĕр, тăхăр çул хушшинче лайăх та, начар та тырă пулчĕ, эй турă, тата тепĕр тăхăр çулччен тырă-пулă лайăх пулма парччĕ. Т. Исаев. Çапла пĕр кун ятне илер-ха (возьмем, для примера, название одного дня). Цив. Каçпала пĕр çĕрĕк çăпата илсе кĕреççĕ. Букв. Пирĕн ялта пĕр çын пасартан сӳсмен илсе тавăрăннă тет. Шорк. Исе-исе лайăхрах атă илес. Если уж покупать сапоги, то надо купить получше. СТИК. Çĕр-улми илмелле кĕреп те туртап (чĕлĕм). Спускаюсь в подполье, как будто за картофелем, и курю. Рег. 500. Эс исе, эп илтĕм. Ч. С. Вăл вилеччен виçĕ çул малтан пĕр Çатра-касси çынинне тырă çинчен утне тытса хупнă. Ăна ахаль паман, виçĕ тенкĕ укçа илсе юлнă. Сборн. мол. 14. Вăл чура сăнне илсе, этем пек пулса тĕсĕпе çын евĕрлĕ пулса, хăйне хăй кĕçĕнлетнĕ. ССО. Илсе килтер, велеть привести. N. Египет çынннсем çине тинĕсе илсе пырса, тинĕс шывĕ айне турĕ. Шихазаны. Илсе ярас (купить) эппин пĕр сурăх, терĕç. Альш. Унта ахăл-ахăл тăваççĕ (молодежь): вĕсене хирĕç вăрманĕ янраса тăрать, сассисене илсе... Хып. 1906, № 27. Çапла ĕнтĕ ун пек патшалăхсенче халăх суйласа янă çынсем закон еркисене пăхса тăраççĕ, патшалăхри пайтасене, расходсене хисеп илсе тăраççĕ. Рег. 872. Порте илчĕç ĕçлĕксене (поç çинчен). К. С. Илмеллех ил, совсем взять. || Взять замуж. Никитин. Мана Хомок илмере илме (чит.: илмерĕ, илмерĕ) — курĕ-халĕ нушнине, курĕ-халĕ нушнине. Чураль-к. † Ялти маттур сар хĕрсене илме тăртăм, çул çитмест. Т. М. Матв. Илнĕ лаша ăнмасан, çулталăка хуйхă; илнĕ арăм ăнмасан, ĕмĕрлĕхе хуйхă. Ст. Айб. † Вĕтлĕх çулчи кĕл пулмĕ, пирĕн (чит,: пире?) илен хур пулмĕ. Изамб. Т. Эпĕ ун пек (такую) арăм илес çине (чтобы взять) авланмастăп та, теччĕ. Тăвйп. Иван вара урăх начартарах, çук çын хĕрне аран илсе янă. † Пăхса хонă сар хĕрне илсе яма (взять за себя) полмарĕ. || Взять на военную службу. Урмай. Нурăс кулачи шур кулач; илес тесе карăм та, хамăра илсе пăрахрĕç. (Из солд. п.). || Стричь. Сред. Юм. Кам сана тутар пик илсе янă? Чирикеево. Çӳçне нумай илмен, кăшт-кăна кăрăхтарнă. || Оказаться в состоянии стронуть с места, свезти (о лошади). Изамб. Т. Мăклă лавсене лашасем çиле хирĕç ниепле илеймеççĕ (не могут везти). Букв. I, 1904, 71. Хайхисен лашисем харăс илсе, шыв пек кайнă. N. Утсем илеймерĕç. Лошади не взяли. || Заливать, понимать (о воде). Якей. Пилĕк таран шу илч (затопила), çаплах лармаçть (она). Шу мыя иле пуçларĕ. Альш. Етремене Сурăх ваççи юхса кĕнĕ тĕлте, мал енчи çеремре, пĕр çур ял вырăне пек çӳлĕ шыв илмен вырăн пур — тĕме. Богатыр. Шыв унта та тулса çитрĕ (поднялась) тет те, улпута мăй таран илчĕ, тет. || Резать, пилить (об инструменте). Толст. Илмест. Не берёт (пила). || Перетягивать. СТИК. Илеймест-ха=не перетягивает (чашка весов). || Выростать (о новом мясе). О сохр. зд. Чи çиелти тир пирĕн кивелсе, кирĕк пулса тăкăнса каять те, ун вырăнне аялтан çĕнĕ ӳт илсе пырать. Хып. 1906, № 43. Тĕттĕм çĕрте пурăнса куçĕсем е пит пĕчĕккĕленсе вăйсăрланса кайнă, е куçĕсене пĕтĕмпех ӳт илсе ларнă (заросли мясом). || Захватывать (не целиком, о пожаре). Орау. Вăсен пӳртне те вут илчĕ. И их изба загорелась. См. хып. || Умножать (в арифм.). || Начать одолевать в борьбе. Сред. Юм. Илсе-илсе пыраттăмчĕ (в борьбе), тепле ôрана хиртерчĕ те, çавăрчĕ-пăрахрĕ. Такки çĕнчĕ, терĕç вара çапах. || Futuere, terere. Ст. Чек. Эпĕ ăна, ох, илтĕм! || Дрыхнуть во всю. Якей. Эпĕр ăйха илеппĕр анчах. Мы знаем спим (много спим). Загораться. Пĕр шăрпăкпа илеймерĕ. От одной спички не загорелось. || Часто употр. в качестве вспомог. гл., даже если говорится о действиях неодушевл. предметов. См. «Опыт иссл. чув. синт.», II, 45, 52—55. Яргуньк. Хай çĕлен кайран калях çыпçăнса илчĕ (опять обвился вокруг шеи портного). Юрк. Пуçĕнчен çĕлĕкне хыпаланса хывса илсе... Ст. Ганьк. † Ах, аттеçĕм, аннеçĕм! Ырашне çапса илсен, улăмĕ вута! терĕр пуль. Букв. 1904, I. Унтан пурте сăхсăхса илтĕмĕр (перекрестились) те, вăрмана кĕрсе кайрăмăр. Календ. 06 г. Вăл 24 сехетре пĕре çавăрнса илет (о земле). I-ая кн. для чт. 1912, 34. Ăна (клён) çил, вăрттăн пырса, кăшт сĕртĕнсе кайсан, вăл хăйĕн çулçисене вылянтарса, çавăркаласа пăхса илет. Хып. 1906, № 44. Халăх хăй те ăна сиссе илчĕ. Юрк. Ун патне килсеттĕмĕр çав, теççĕ те, тата урăх сăмах килаçса та илеймеççĕ, хай майра часах шалти пӳлĕме кĕрсе каят. I кн. для чт. 1912, 21. Шăпăр хулли хуçса илчĕ те, тытăнчĕ çунтарма (сечь, пороть). Чăв. юм. 1924, 32. Пĕр куç хупса иличчен. В мгновение ока. Чăв. юм. 1924, 17. Ак тамаша! Арча хуппине уççа ярсанах, симĕс-кăвак çĕлен-калта яшăлтатса тухрĕ. Хисепсĕр нумай. Авкаланса, хуçкаланса, хĕре явăнса илчĕç те, çавăнтах çиме пуçларĕç. К. С. Пĕрре... са илтĕм. Futui semel. Сред. Юм. Чӳрече витĕр кăçкăрса илчĕ. Увидал из окна и позвал к себе, и тот вошел. К. С. Тивертсе (или: хĕртсе) илтĕм. Прибил, отдул (кого). Юрк. Арăмĕ, ĕмĕрне çынпа килĕштереймен çын, кӳрши арăмĕне вăрççа илет. Ист. 354°. Хусана епле те пулсан туртса илес-илесех, тесе, çарă пуха Пуçланă. Ллыи. Кăна та юмăçă: пăхса вĕрсе илтĕм. тет. Толст. Пĕрре асапланса илсен, кайран çăмăл пулĕ. О сохр. зд. Куçсем часах ывăнса ыратакан пулаççĕ; вара ирĕксĕрех ĕçе пăрахса, пăртак канса илес пулать. БАБ. Анне ĕлĕк хампа асапланнине (со мною) шухăшласа илетĕн те, куççулĕ шапăрах юхса тухать. Сказки. Иванпа Петрăн (чит.: Петĕрĕн) лашисем те пĕр-пĕрне палласа кĕçенсе илчĕç, тет. N. Шухăшласа илме çук тĕлĕнмелле. Ч. С. Сăмса айне шăлнине ыттисем ан сисейччĕр, тесе: веçа килет! тесе, аллине тăсса кăтартса, сăмсине кăшт шăлса илчĕ, тет. N. Эпĕ вара ерсе илтĕм (поплакал). 93 çул. 68. Марккиз кулса илнĕ. Маркиз усмехнулся. Хăр. Паль. 19. Апатне те çăварĕ патне аран илсе пырать. И. Патт. 12. Эпĕ сире хĕрхенсе илсе çитертĕм (довёз), терĕ те лешĕ, чуптарчĕ хăй çулĕпе.

илсе пыр

приносить, привозить (туда, где нет говорящего). Подносить (напр., ко рту). Доводить. Хып. 1906, № 47. Халĕ правительство, вăрçă кăларас мар тесе, Японияпа килĕшесшĕн. Килĕшӳ пулаймасан та, Думаччен ĕçе илсе пырасшăн. Богатыр. Малтанхи кашăкне ăсса тоти патне плсе пычĕ (поднёс).

илсе çӳре

носить. Исх. ХIХ. Эпĕ сире ăмăрт-кайăк çуначĕсем çинче çĕклесе çӳренĕ пек илсе çӳрерĕм.

илсе тух

вынести. I-ая кн. для чт. 1912, 19. Пĕрре карчăк, тăвар сапса, çăкăр илсе тухнă.

илен

(ил’эн'), назв. костюма. . Чек. Илен — короткий халать с рукавами у девушек и старух, из синей матери носят на праздниках. На свадьбе хĕр-çуммисем надеваютт, «илен», перевязываются «симĕс пиçиххи», надевают «тухья», сверх тухья «калпак» (особый головн. убор). СПВВ. Вăрăм илен тăхăнса, вăрăм пулăп, терĕнем? СПВВ. «Илев = пустав сăхман, шупăр». И. С. Степ. «Илен — одежда». † Илен тăхăн. СПВВ. Илен — хĕрарăмсем тăхăнаççĕ. СПВВ. ПВ. «Илен, кăтат, хыс, шупăр — одно и то же почти». N. Атте аппана илен илсе янă.

илĕрт

(ил'э̆рт, ил'э̆рт'), манить, заманить, прельстить (чем). Образцы. Илĕртрĕмĕр хĕрсене хĕрлĕ куçлă çĕрĕне. Образцы. Кинçĕм-чунçăм, Анна кин, сăхлантарчĕ тĕсĕне, ăмсантарчĕ пĕвĕне, йăпатайрĕ чĕлхипе, илĕртейрĕ куçĕпе. Ч. П. Каймăттăмăр вăрмана — хăмла çырли илĕртет; тухмăттăмăр выляма — хамăр савни илĕртет. Хурамал. Тухмăттăмчĕ çак вайя — чун илĕртен тантăш пур. Сред. Юм. Пĕрчик ачасĕне: япала парап, тесе, илĕртсе кирак-мĕн тутараççĕ. Чăв. юм. 1924, 24. Сана вăрманта арçури аташтарнă пуль. Сана пăрахасси лекнĕ. (К этому, в сноске, сказано: «Пăрахасси тени çăкăрпа арçурине чирлĕ çын патĕнчен илĕртсе кăларса яни. Çăкăр турамне вара арçури çыпçнă çĕре кайса пăрахаççĕ). † Тухмăттăм тухасса çак вăййа — чун илĕртен сарă ача пур. С. Тим. † Хĕреслĕ тенкĕ, кив тенкĕ, çакăр тухья çанкине (= çамкине) — ваттисене вăрçтарма, çамрăксене илĕртме. Орау. Пăртак илĕрт-ха ачана, кăваса çăрса пĕтерем. Помани или займи ребенка, я кончу месить. Орау. Ачана илĕртнĕ пек илĕртет, те: пĕлмест, тит... К. С. Çын илĕртнĕ хыççăн çӳрет. Поддается на приманку, на улещания. Лашман. † Чунçăм айван, пуççăм çамрăк — çын илĕртнĕ хыççăн пит каят. || Сбивать с толку, «смущать», подущать, науськивать. Юрк. Арăмĕ, ăнман япала, илĕрте пуçлать. Сред. Юм. Илĕртсе, çынна хĕнеттерет. || Прельщать, обманывать, обольщать. Уговаривать. Микушк. Ай-хай, ача. Ваня, Хветорана илĕртет! (Ваня Федору обманывает). Кожар. Вăсем илĕртсе ыйтасшăн пулнă, сăра ĕçме çилом илсе пычĕç. Алекс. Невск. Куланая майĕпе илĕртсе-туса илмен, ялан çапса хĕнесе илнĕ (сборщики). || Ябедничать. Рекеев, ТайбаТ. Илĕртсе кăтартаççĕ. Клевещут, ябедничают. Букв. I, 1904 г. Çĕнĕ кин пят хаяр, усал кăмăллă çын пулнă. Вăл асаттене анне çинчен йĕре-йĕре илĕртетчĕ, тет. М. Яльчики Т. Илĕртсе панă. Наябедничал. Л. Кошки, М. Ăнтавăш. Илĕртсе кăтартнă (то же значенне). || СТИК. Пырат çав ахалтен (ахальтен), çăккăр илĕртсе антарма! («говорят про воблу и прочие закуски к хлебу», благодаря которым и хлеб кажется вкуснее).

илмĕш кун

(Ил'мэ̆ш кун), на другой день (= тепĕр кун). Ст. Чек. || Накануне (во многих говорах). || В следующих ниже текстах значение этого выражения непонятно; может быть, оно имеет здесь различные значения. Александр Етрухин, Цив. Чăваш хăй арăмĕпе ĕçке кайни. Ĕçкине малтан хыпар (яраççĕ) пасартан е, хăйсемех кайса, чĕнсе çӳреççĕ. Сăра (ĕ)çме чĕнсен, вара арĕмĕпе упăшки, тумланса, кучченеçпе каяççĕ, а кучченеçне илмĕш (scr. илмеш) кунех пĕçереççĕ. Кучченеç уна пĕр хутаç чикеççĕ унта тĕрлĕрен: виçĕ пӳремеч, 4 кукăль, 5 кулач. Пӳремечисем паранкăран, кукăлисем кĕрпе кукли е пăрçа кукли, а кулачисем пăри кулачи е тулă кулачи. Вара çапла хăнана каяççĕ. Александр Етрухин, Цив. Чăвашсем ял хушшинчи чир-чĕре халăхпа тасаттарни. Акă епле. Ялта чир питĕ нумай пулать, вара çав ялта пĕр виçĕ е тăватă çын тупăнать чĕшмешшисем; вăсем вара калаççĕ: яла чир килчĕ, ĕнтĕ темĕн курăпăр-ха; путех таврари ялсем, тасатса килсе, пирĕн пусса тăкрĕçĕ пулĕ, çавăнпа пирĕн яла чир килчĕ. Пирĕн те ĕнтĕ тасатас пулать ял хушшине. Вара вăсем, халăх пуху пулсан е куланай патне пуçтарăнсан, калаççĕ: эй рипатă-халăх! Пирĕн яла чир килч-çке; мĕн тăвăпăр ĕнтĕ? тет... Вара халăхĕ те кăçкăрат: майне пĕлекенсем тасатăр эппин, теççĕ... Вара унтан илмĕш (scr. илмеш) кунне чăнахах çав тĕшмĕш çынсем пĕр пилĕкĕн тухаççĕ пурте хутаçпа, килĕрен чĕслĕрен çăнăх-салат, çăв, тăвар пуçтарса ялĕпех тухаççĕ. Уна вот епле пуçтараççĕ: пĕри ыраш çăнăх хутаççи çакнă та у унта ыраш çăнăх пуçтарать; тепри урпа çăнăхĕ пуçтарать; тепри салат пуçтарать, тепри тăвар пуçтарать, тепри çăв пуçтарать. Усем пурте пĕрле пуçтарса çӳреççĕ. Пуçтарса çӳренĕ чухне, калаççĕ: эпир чир-чĕре, усал-тĕселе тасатас тесе калаппăр-çке-ха. Вара кил-хуçи калать вĕсене: юрать, юрать; ăçтан-та-пулин сиппи килĕ-и, чипер çырлахтăр ĕнтĕ, тесе, чĕслĕрен çăнăхсем, салатсем парса ярать. Усем хапхаран тухса кайнă чухне, нимĕн пăхмасăр пӳртне чупса кĕрет те, пĕр курка тăрă шыв илсе тухса, урамала чашт! сапат. Çакă шыв пек тасалса, тухса кайтăр чир-чĕр, усал-тĕсел, ырă-хаярсем! тесе калаççĕ килĕ хуçисем. Вара çав пуçтарнă çăнăх, кĕрпе-салатсене пĕр чухăн, начар çын патĕнче пĕçереççĕ; ыраш çăнăхĕнчен çăкăр пĕçереççĕ, урпа çăнăхĕнчен пашалу пĕçереççĕ, кĕрпинчен пăтă пысăка хуранпа пĕçереççĕ, салачĕнчен сăра тăваççĕ. Сăрине тусан, юççе çитсен, илмĕш (scr. илмеш) каç нумайăн пухăву (sic!) пуçтарăнса, чир-чĕр пăтти çиеççĕ. Пăттине пуçтарнă çăв нумай пулсан, пăтă варрине чашăк варине çара çăв туса çийеççĕ. Унтан, çисе-ĕçсе пĕтерсен, юлашкине, ютă пусса канса, пăрахаççĕ. Унта акă епле кайса пăрахаççĕ: пăртак çăкăрне, пашалуне, çăвне чашки-кашки, сăри куркипех пăрахаççĕ. Тата пĕр çур ăштав эрех пĕрте ватмани пăрахаççĕ. Усене çав ĕçсе çийекен ертелтен суйлаççĕ икĕ çына. Усем вара çав парнесене çапла, кайса, тăкаççĕ.

им-юм

(имjум), жидкое лекарство. Альш. Им-юм илсе килтĕмĕр. IЬ. Им-юм ĕçет. || Лекарство. Н. Карамалы. Им-юм = эмел. СПВВ. ИА. Вырăсăн им-юм, чăвашăн вĕрӳçĕ чĕртет, теççĕ. У русских вылечивают лекарства, а у чуваш — знахари. Н. Изамб. Вăл имне-юмне çĕрĕк çăнатапа туртса килнĕ (Ашаматман-карчăк). Паас. Им-юм — заклинания, при помощи которых лечат болезни. || М. И. Петров. «Им-юм — тары-бары». || «Нечисть вообще» (т.-е. злые Духи). Кудемер. Им-юм — лăп(лôп)-лан. См. лăп-лап. Стеф. 18. Темĕн тĕрлĕ им-юм çулăхĕ. || Дрянь, т.-е. человек, не имеющий значения. Сред. Юм. Им-йôм = дрянь. IЬ. Çавăн йыш им-йôм та полса çынна канçĕрлесе çӳрет те, кули ытти канçĕрлемĕ. Если уж такая дрянь не дает (человеку) покоя, то что говорить о других! См. юм. || Порядок. Употребл.. в выражении: имĕ-йôмĕ те çôк, в беспорядке. Сред. Юм.

инке-арăм

молодая вдова. Вдова, которая еще может ждать жениха. IЬ. Инке-арăм илчĕ вăл, хĕртен (у др.: хĕр) илеймерĕ. Он женился на вдове, а не на девице. N. Пĕр инке-арăм илсе ятăр. N. Вăл арăм инке-арам пулнă, унăн хăйĕн те икĕ ача пулнă. Хурамал. Упăшки вилнĕ арăма инке-арăм теççĕ.

инкек

(ин’г’эк’, ин’гэк), бедствие, беда, несчастье. Сред. Юм. СПВВ. «Инкек — в смысле неожиданной беды главным образом». Инкекпе çын пусăрнать, теççĕ. Несчастье придавливает человека. Алекс. Нев. Новгородра инкек çине инкек тухса пынă. N. Акă инкек! Ку ачу аллине ăçтан ӳксе капла сиктернĕ, кин? N. Çиме çитменни пĕр инкек. || Материальный вред. Шорк. Лаша вилсе пĕр инкек кортăм. Шибач. Инкек полчĕ. Стряслась беда (напр., пропали деньги — окçа çохалать). КАЯ. Инкекĕ тупăнĕ вăл, ырри çук! До беды не долго; чего хорошего, а это как раз! Кратк. расск. 20. Вара эсир: пирĕн тата кĕçĕн шăллăмăр пур, тесе, мĕшĕн каларăр вăл пуçлăха? Эх, ачамсем, манăн инкекĕме (на мою беду) каланă эсир! Жит. свят. Февр. Св. Агафия тĕрме сыхлакансене инкеке кӳртес мар тесе, Христосшăн та аеап курасшăн пулса, тĕрмерен тухса кайман, çавăнтах турра кĕл-туса тăнă. || Бранное обзывание человека или предмета. «Инкек — усал сăмах пулать». М. Шевле. Çын вилесрен хăраса пĕртен-пĕр лашине пусса парать çак инкеке (т.-е. киремети). Юрк. Пĕр чыкан ачи кĕлете вăрлама кĕнĕ. Ăна хуçисем тытнă та, кăна, инкеке, мĕн тăвар-иш? теççĕ. Альш. Эй инкексем! тесе калать, тет; вăл хăех илсе кайнă, тесе калат, тет. Инкек — слабый, ничтожный человек. Турх. Çын лашине çиленсе каланă: инкек! шуйттан пуçĕ! мур хирменĕ! Чарăнса тăрать тата, пăх çиен! М. В. Шевле. Кил хуçи ĕнтĕ тем пекех ӳкĕнет ко инкеке (т.-е. киреметь) çăмăрпа торăран хăтăлтарнăшĕн. N. Мĕн теççĕ-ши ăна, инкеке?!.. Как же это оно называется, шут бы его побрал! (говорит о растении, названия которого не знает). || Инкек — назв. божества. Хурамал. Магн. 113. || Назв. злого духа. Ст. Ганьк. Сар каччăн шăлне-çăварне хăçан та хăçан хурт çирĕ, инкек çирĕ, çавăн чухне инкек çитĕр (инкек — хуртпа перекен усал). Самар.? 77 тинĕс уттинчче сарă ту, сарă ту айĕнче сарă чул, сарă чул айĕнче сарă каччă. Сарă каччăн шăлне-çăварне хăçан та хăçан хур çирĕ (scr.: сирĕ), инкек çирĕ (scr.: сирĕ), çавăн чуне инкек çитĕр, хурт çитĕр (инкек — хуртпа перекен усал). (Из шăл-суран чĕлхи).

ир

(ир), утро; утром. Быт. I. Каç пулнă, ир пулнă: пĕр кун пулнă. Ир пулчĕ. Наступило утро. N. Карĕ-карĕ, тет, хай старик, ир тăрса, каçчен çаплах карĕ, тет. Пухтел. Кăçал çуркунне ир килчĕ. Нынче весна наступила рано. IЬ. Кăçал çуркунне ир килмерĕ (н. поздно). IЬ. Ир тухса, каçчен çаплах туптарнă (ехал на лошади). тет. Рег. 1477. Ир килет те, каç килет. Коракыш. Тепĕр ир çинче, на другое утро. М. Яуши. Ир пусан, по наступлении утра. IЬ. Тепĕр ирне, на другое утро. СТИК. Вăл паян ирех сыпрĕ, кĕлĕрен тухасса та кĕтмерĕ. Он выпил сегодня очень рано — не дождался конца церковной службы (т.-е. обедни). Трехбалт. Ир авăтакан куккук кукша пулать (ĕçне тумасăр малтан ан мухтан). Сред. Юм. Эпĕ паян кĕлле иртерехех (совсем рано) кайрăм та, ирхинех çитрĕм (успед к заутрене). N. Пĕр такăнсан (если споткнешься), ирччен, теççĕ. Уж оно если не везёт, так не везёт. (Послов.: за одной неудачей — другая). Сред. Юм. Ир тăракан тулă пĕрчи тупнă, тет. (Послов.). Ист. Ире хирĕç (к утру) Мстислав пиччĕшне çĕнтернĕ (разбил). Актай. Ку арăм тепĕр ирне тăчĕ, тет те, васкаса каять, тет. И. Седяк. Ир авăтакан куккук кукша пулнă, тет. Рег. 1475. Ир вăл тăчĕ, ора сырчĕ, апат çирĕ, томланчĕ, вăрмана кайрĕ. Рег. 308, Якей. Эп кортăм она ир. Рег. 635. Чан çапнине ир илтрĕм; ир чан çапнине (ирхи чан çапнине) илтрĕм. Орау. Çывăрма выртма ир халь; выртман пуль-ха, каям. Лечь сейчас еще рано; вероятно, еще не лёг — пойду. 1-ая кн. для чт. 1912, 21. Пиччесем иккĕшĕ те ирех вăрмана вутта кайсаччĕç. Мана ирек пулчĕ. † Иртен ĕçе каç тухать (бессмыслица?). N. Эпир пĕре çулахи ир ирех хамăн юлташпа Çавал (р. Цывиль) хĕрне пулă тытма карăмăр. Сюгал-Яуши. Çулла пĕр лайăх ир эпĕ ирех тăтăм та, пусма илсе, пулă тытма карăм. † Порçăн тоттăр çавраки каç полттипе вĕлкĕшет, ир еннипе (к утру) лăпчăнать. Актай. Ир çинчен (на утро) хуçи анчĕ лапка патне, итлекелесе тăрать. Тим.-к., Якей. Тепĕр кунне ир çинче кĕтӳне хăваласа уя тухрĕ. IЬ. Ир çинчен сĕчĕсене суса хăварчĕç, тет те, вугă çиме кайрĕç, тет. СПВВ. «Ир çинче вм. ирхине». Тим.-к. Ир çинче хуçа ыйăрне пăхнă, анчах çук пулнă (его не было). Б. Хирлепы. Вара кукша, ир çине тăрсан, йытă çурине çав ихерче пачĕ, тет. Яргуньк. Ир çине яван пăхать те, çырмара пĕр вар хушшинче выртать, тет. N. Пĕр праçник ир çинче эпĕ çытармаран тавăрăвтăм. Бес. чув. 14. Тата çавăнтах пĕчĕкçĕ кӳлĕ те пурччĕ; унта эпир, ачасем, ир пуçласа каçчен, аппаланаттăмăрччĕ. N. Ир çинчен тăртăмăр та, пирĕн кăнтăрла çитнĕ. Рег. 1374. Халь иртерех (еще рано, рановато) полать, эп каймастăп. Юрк. Атăл кĕркунне ир (рано) шăнсан. Никитин. Арăмĕ: ир пуйрăмăр-ши, каç пуйрăмăр-ши? тесе, хĕпĕртенĕ. Хуйхă. Мĕншĕн иртерех çитмерĕн? Почему ты не приехал раньше? Якей. Иртен илсе, каçчен, с утра до вечера. Шибач. Тепĕр конне тăрчĕç (встали) ир çинчен. С. Ирех сиксе тăчĕ (вскочил). Ир. Сывл. 27. Хĕвел иртен ир тухать.

ирĕксĕр

не имеющий свободы. Невольно. Насильно. Юрк. Хуняшшĕпе хунямăшĕ (свекор и свекровь) ирĕксĕр тӳссе пурăнаççĕ. Юрк. Ачам-пăчамсене нимĕнпе тăраптарма, ыйткалама яла(?) ярас килиест. Ирĕксĕрех хуйхăрса ĕçетĕп. Орау. Ирĕксĕр (через силу) ан çӳре, эсĕ апла пушшех пулăн (хуже расхвораешься). † Ирех тăтăм ирĕксĕр, пите çурăм сопĕнсĕр (scr. Сопеньсĕр = сопăньсăр). Эп ирĕкле каймарăм, атте пачĕ ирĕксĕр. Чураль-к. Ясар, ясар, тиеççĕ — ирĕкçĕр ясар пулмалла; хĕрĕсене чармаççĕ: каç выртма та чĕнеççĕ, ир хăратса параççĕ. N. Мĕн тăвас тен (=тетĕн), ирĕксĕрех каяс пулать. Что поделаешь, поневоле приходится итти. N. Ирĕксĕрех пăрахăн! И не хочешь, да бросишь! Юрк. Эпĕ сана мĕнле сăмахпа вăрçмаллине пĕлетĕп-çке те, анчах вăл сăмаха каламасăр ирĕксĕр чăтатăп... тет. Ал. Цв. 13. Кĕçĕн хĕрĕ хĕрлĕ чечеке ирĕксĕр илнĕ пекех илсе, ашшĕ аллисене чуптăва, чуптăва, вĕри куççулĕпе ерет. Юрк. Вăсем патне çав пупсем пек ирĕксĕр пырса кĕрсен, тин чĕнĕç. Жиш. свят. Апр. Манăн чĕлхем ирĕксĕрех ĕлĕк хама савăнтаракан ирсĕр юрăсене юрласшăнччĕ. || Естественно, т.-е. конечно. Юрк. Вĕсене (эти земли) ака пуçласан, ирĕксĕрех пурăнăçе (их жизнь) малалла кая пуçланă. || Сред. Юм. Ирĕксĕртерех çӳрет. Сывмартарах çын килте ĕçлекен çôк пирки хăй ĕçлеме çӳресен, калаççĕ. Шибач. Ирĕксĕртерех, не совсем здоровый. Орау. Чирĕ-чĕрĕне аптăрарăмха; çӳрекелессе çӳрекелетĕп те, ирĕксĕртррех янчах çав.

ирĕксерле

применять насилие. Хып. 1906, 33. Вĕсем ирĕксĕрлесе кĕрсе каясшăн пулнă. Жит. свят. Янв. Патша вара Афанасие ирĕксĕрлемен. Б. Араб. Эпĕ тасатнăшăн (за очищение порчи) ирĕксĕрлесе укçа илсе çӳреместĕп. Сирах З8. Ирĕксĕрлесе илни пуянлăха пĕтерет.

ирттер

понуд. гл. от ирт. В верх. говорах скажут: иртер (с одним «т»). Н. Шинк. Çавăнта вара вĕсем кама курнă, ăна хĕрхенсе сапмасăр ирттермеççĕ (не пропускают). Ал. Цв. Çапла вĕсем, çурăм-пуç çутăлса киличчен, çывăрмасăрах ирттернĕ (не спали). Сирах. Аслă çынсем, тӳресем, пуçлăхсем пит чаплă, турăран хăракан вĕсенчен те ирттерет (превосходит). Сказки и пред. чув. 16. Пĕр-пĕринчен чĕлхеçĕсен ирттереççĕ чĕлхисем. Быт. ХLVIII, 22. Сана эпĕ, хăвăн тăванусенчен ирттерсе, пĕр пай çĕр паратăп. А я даю тебе, преимущественно перед братьями твоими, один участок. Симп. II, б. Эпир ĕçнĕ вырăнне турă ирттере патăр-и! Хып. 1906, 4З. Пирĕн çынна улпутсем çемçе сăмахĕпех япатса ирттереççĕ. Хып. 1906, З6. Ку сăмах тĕрĕс, тĕрĕсне калать старик. Пире ялан пуçран шăлса ирттересшĕн. Ĕçне нихăçан та курмастпăр. Хып. 1906, 29. Вĕрентекенсем «чахотка» тиекен чире таса мар, тăн пăсăк пуртре кун ирттернĕлĕхпе каяççĕ. Ст. Письмерь, Ставр. Малтан каçхи кĕлле ирттереççĕ (совершают), унтан вара ирхи кĕлĕ пуçланать (на Пасхе). Вăйран ирттерсе ĕçлеттерет. Заставляет работать сверх сил, ССО. Декий вилнĕ, ун хыçĕнчен тата темиçе патша вилнĕ. Пурте вĕсем суя тĕнлĕ çынсем пулнă; Христос тĕнĕпе пурăнакан çынсене юратман, вĕсене темĕн тĕрлĕ асап кăтартнă. Константин Великий те патшара ларса ирттернĕ (закончил свое царствование). Çав Константин Великийрен пуçласа патшасем Христос тĕнне тыта пуçланă. Юрк. Мун-кун иртнĕренпе ку кунччен эпĕ сан тĕлĕнтен темĕн те пĕр шухăшласа ирттертĕм. † Кайрăм, килтĕм, хăна пултăм, малтан килнисенчен ирттертĕм. N. Ашшĕ, уртмакçа кучченеç парса (сумккана хума), калать: кая ан илсе кил, ирттерсе илсе кил, тет (принеси не меньше, а больше, чем мы даем). Изамб. Т. Хĕрпе кĕрӳ кӳртнĕ чухне хăш енчи ирттерчĕ? (чья взяла зерх?). Изамб. Т. Вырăсăн ĕне пĕрре анчах пулать та, ул та чăвашăн пилĕк-улт ĕнинчен ирттерет. N. Çавсене (камни) тăпăлтарса кăтарса, ывăтса, ман патшалăх чиккинчен ирттерсе ярсан еtс. (если перекинешь далыпе границы моего государства). С. Тим. † Ăрамăрсем вăрăм, юр тарăн, — епле ирттерем-ши çунана? По толкованию А. С. Курушина, çуна ирттерес = çул çинче ху умăнта пыракантан, чуптарса, мала тухас. Б. Бур. † Вуниккĕн çăпата эпĕ сыртăм, пушмак-чăлхасенчен ирттертĕм (мои лапти вышли лучше башмаков с чулками). Альш. Вуниккĕнле çăпата эпĕ сыртăм — пушмак-чăлхаран ирттертĕм. Орау. Лашана, килĕшнĕскерне, илимарăмăр. Пĕр тутар мурĕ икĕ тенкĕ ирттерсе пачĕ те, исе карĕ лашана (набавил 2 целковых и купил). Пазух. † Кайранах та килнĕ хăнасемех малтан килнисенчен ирттерет. Юрк. Вырăс çынни унта та каллех, пĕр-икĕ пуç ĕне усраса, чăвашсенчен ирттерет. || Преувеличивать. Хып., 1906, 12. Акă ĕнтĕ пĕртте ирттерсе каламастăп— витене (словно попал в хлев) кĕнĕ пекех туянчĕ. Сред. Юм. Ирттерсе яран (или): ай-ай, сăмахха пит ирттерен эсĕ! || Спускать (т.-е. прощать). Т. М. Матв. Каçхи хырăм каçарать, ирхи хырăм ирттермест. || Жить; вести себя. П. П. Т. Ку Питĕркке чисти çаплах пит эретсĕр ирттернĕ, тет (жил распутно, беспорядочно). Ист. 158. Патша хăй ĕçе çыпçăнман, каяка çӳрекелесе, хăнана çӳрекелесе анчах ирттернĕ (проводил время). Ашшĕ-амĕшне. Вĕсем пит килĕшӳлĕ, пĕрне-пĕри юратса, пĕр-пĕрин çине пăхса-çеç ирттернĕ пек ирттернĕ. || Справлять. С. Тим. Çапла вара хĕрт-сурт чӳкне ирттерсе яраççĕ. Юрк. Пухăннă вăсем пурте кун патне хăнана авланнăранпа аллă çул арлă-арăмлă пурăннине асăнса ирттерме. || Проводить кого на тот свет, т.-е. совершать поминальные или похоронные обряды по случаю его смерти. Ача çине чăхă анчах пусаççĕ е çăмарта кăна пĕçереççĕ. Ăна ирттерме ăратнисене пуçтармаççĕ, кил йышĕсем анчах хывса ирттереççĕ. IЬ. Ачана ирттернĕ чух, стена çумне икĕ çурта лартаççĕ. IЬ Ачана (по ребенке) пумилкке те тумаççĕ, виççĕмĕш кун ăна пĕтĕмпех ирттерсе яраççĕ (заканчивают все похоронные церемонии). || Вставить слово?

исе

(изэ), то же, что илсе, деепр. соед. от гл. ил. Рег. 690. Ку исе пымалли япала. IЬ. 1084. Апайшăн пир исе патăм. IЬ. 14. Кнеке исе кисе патăм волама. Так и в Якей. IЬ. 91. Хăш исе килесси, вăл лайăх; исе килесси лаях. IЬ. 95. Исе килессине исе килĕп, эсĕр илес çок. IЬ. 107. Эп çавăн чох килтĕм она исе каясшăн. Так и в Якей. IЬ. 1501. Эй исе-и, мана ятлатăн? Якей. Сана салтака исе прахсан? А что, если вдруг тебя возьмут в солдаты?

итем

(ид'эм), гумно. См. анкарти. Сред. Юм. То же слово в Аттик. СПВВ. КМ. «Итем = анкарти». Сред. Юм. Итем тесе кил-çôртран ăрасна ял хыçĕнче кĕр-кôнне авăн çапма тыр кӳртекен çĕре калаççĕ. Онта паранксĕм лартаççĕ, тăта утă та çăлаççĕ. Пôс хĕрнелле хӳреллĕ çынсĕн итемĕ те пахчи те пĕр çĕртех пôлать; ял варĕнче ларакан çынсĕн çôрт вырнĕлĕх çĕр З60 квадр. саж.-çиç пôлать те, тепĕр З60 квадр. саж. çав итем илеççĕ. Сред. Юм. Халăхпа пăхса çӳренĕ тôхне итем йышăнса йôлсан: итем илсе йôлтăм, теççĕ. Четыре Пути. Ирхине тăрсанах, пурте пĕрле ирхи кĕлĕ тăваччĕç. Унтан хăшĕ хире каяччĕ, хăшĕ итеме. || СПВВ. «Итем = йĕтем = ток».

итем ил

молотить хлеб. Изамб. Т. IЬ. Унтан е ыраш акаççĕ е итем илеççĕ. Кĕлте кӳртсе пĕтерсен, итем илеççĕ (= молотят, шишкуют). IЬ. Итем илсе пĕтерес пеккине пĕтерсен, часах сутта каяççĕ.

иш

(иш), ломать, ворочать. Байгул. Хĕрне илсе кайăпăр пӳртне ишсе хăварăпăр; ашшĕ тытĕ пӳрт хуйхи, амăш(ĕ) тытĕ хĕр хуйхи. Сказки и пред. 8. Арманăма усалсем лăштар-лаштăр ишнĕ те, тара панă таçталла. Макк. I, 1. Çурт-йĕрĕсене, хула хӳмисене пурне те ишсе хăварнă. Мукры, Цив. Çерçи яви ишсе çӳреççĕ. Разрушают воробьиные гнёзда. Юрк. Пӳрт маччине ишсе каякан тупă етри çухрăм çурă пĕр еннелле кайса ӳкнĕ, никама та сиен туман. Неверк. Амăш хĕрне памасан, кĕлет тӳпине ишше ил (разломай кришу клети, где спит девица, и укради её). Ч. С. Хăшĕ витресемпе шыв тултаççĕ, тата хăшĕ-хăшĕ пӳрт пурисене пакăрсемпе турта-турта ишсе антараççĕ. Ч. П. Çине (т.-е. арăмĕ çине) хĕрлĕ çыран эп ишейрĕм (обрушил). Чăвашсем 28. Тăпра ишсе таптасан, çав шăтăк (могила) умне вут чĕртеççĕ. || Ходить и топтать (или мять). Ходить по грязи. КС. Паян ун лашисем калча çинче (или: калчана) хытă ишрĕç (истоптали всходы). Шурăм-п. 14. Хунар çук пулсан, лапрашĕнче ишмеле анчах. Если бы не фонари, так по грязи хоть плавай (т.-е. очень грязно). Орау. Халь те каçма шухăшламарăмăр! Пăх-халь, мĕн хăтланаççĕ!.. Иш те тух ĕнт çавăнтан. Хорошо, что мы не вздумали там переходить!.. Смотри-ка, что делают!.. Попробуй-ка вылезти из этой топи... (Из разговора о переходе через топкое место). СТИК. Юр çинче ишсе çӳрет. Ходит по глубокому снегу (= ашса çӳрет). || Мять (медовые соты). || Городище Б. Ст. Чек. Ута ан иш. Не мни сено. || Плавать (обыкновенно об одушевленных, но иногда и о неодушевленных предметах). См. юх. Чинер. Ишме пĕлетни. Умеешь-ли плавать? Орау. Вăкăрăн варĕ ыратсан, ишекен кăвакала курсан, варĕ ыратни чарнать, тит. (Переведено из Колумеллы). Кожар. Эпĕ ишше каçса карăм, ыйттисем те каçрĕç ман хыççăн. N. Хăваласа çитрĕ, тет те, ишекен кĕреçепе вилле пĕрехçех çапрĕ, тет (как хватит покойника веслом). | Метаф. Шурăм-п., 18. Пур ял эрех ăшĕнче ишет... Юрк. Çав пĕлĕтсем... ишше çӳрерĕç (ходили). || Много есть, есть до отвала. Череп. Ишрĕмĕр. Много ели, до отвала. В том же знач. употр. и в др. гов. || Усиленно работать «ворочать». Тайба. || Колошматить, дубасить. Ст. Чек. Ăна ишсе янă (отдули, отдубасили).

уй ӳкĕ

назв. молення. Хурамал. Уй чукĕ. Уй чӳкĕ тăвас тесе, килĕрен укçа пухаççĕ. Çав укçапа хăш çул тына илеççĕ, хăш çул вăкăр илеççĕ; кăçал тына илчĕç. Çуллен тĕрлĕ асăнса чӳк тăваççĕ. Уй чӳкĕ тăвас тенĕ кун пурте килĕрен пашалу пĕçереççĕ. Кăнтăрла иртсен, пурте пашалу, кĕрпе, тăвар илсе, çуллен тăвакан çĕре, хире, пухăнаççĕ; унта тата хăшĕ сурăх таки е путекки илсе пыраççĕ. Вĕсене хăшне «кăчăкă таки» тесе чӳк тăваççĕ, тата хăшне «Кепене», тата Кăрпана тесе пĕр така асăнчĕç. Такине силлентернĕ чух пурте çĕлĕкĕсене хул-хушшине хĕстереççĕ, çийĕсене тумтир тахăнаççĕ, вара çапла каласа асăнаççĕ: çырлах, Кăрпан, сана асăнатпăр, витĕнетпĕр, тав тăватпăр, пуççапатпăр. Çĕре ан хăрт, тырра-пулла ан типĕт. Сана çул çавăрнăçпе, карта тĕспе, хура халăхпа асăнатпăр. Çырлах, Кăрпан, савса панине савса ил! тесе таки çине шыв яраççĕ; таки силленсен, пурте, капăртатса ӳксе, пуççапаççĕ те, вара пусса пĕçереççĕ. Пиçсессĕн, каллех чӳклеççĕ. Тынине те çаплах асăнчĕç: çырлах, Пӳлĕхçĕ амăш! Сана асăнатпĕр, витĕнетпĕр, тав тăватпăр, юççапатпăр. Кирек мĕн те пулсан, çырлах, Пӳлĕхçĕ амăш; сана çук чух асăнтамăр-витĕнтĕмĕр, халĕ пур чух хура халăхпа кĕлтăватпăр. Çырлах, савса панине савса ил, кирек мĕн те пулсан, теççĕ. Тынине асăначчен. «Чĕлпĕр тытан», тесе, хур силлентереççĕ. Вара, пурне те пĕçерсе пĕтерсен, хурансене ĕречĕпе лартаççĕ те, пурте, тăрса, чӳклеççĕ; пĕр хуранне чӳклемессерен ӳксе пуççапаççĕ. Унтан вара халăха курăк çине ларма хушаççĕ те, какайне, пăттиие валеçсе параççĕ те, пурте: тунă чӳк-кĕлĕ вырăнлă пултăр, тесе, таврăнаççĕ.

уйăрăм

(уjы̆ры̆м), отдельный, отдельно. Паас. См. Уйрăм. || Отдельность. Беседа. Çав, ашшĕ мулне илсе, ашшĕнчен уйăрăма кайнă (ушедший) ача çылăхлă çынна пĕлтерет.

уйăх

ойăх (уjы̆х, оjы̆х), луна, месяц. Трехбалт. Уйăх йĕтем пысăккăшĕ, теччĕç ваттисем. Альш. Уйăх çинче шыв кĕвентиллĕ хĕр тăрать, теççĕ. Н. Седяк. Уйăх çинче кĕвентепе витре ятнă хĕр тăрать. Çав хĕрĕн икĕ вăрă пиччешĕ пулнă, тет. Ăна çур-çĕр тĕлĕнче, вăрăран таврăнсан, шыва янă, тет. Çавăнта хайхи хĕр, макăрса, каланă: мана уйăх хăй патне илинччĕ, тенĕ. Вара ăна уйăх илнĕ. В. Олг. Полнă ĕлĕххи арăмăн хĕрĕ. Амăшĕ осалпала пĕр шот тытнă, осала качча парас тенĕ. Çиччас хĕре çор çĕрте каранхи амăш хусарат шу патне. Каят хĕр шу патне макăрса. Шу патне çитсен, осал исе каймалла хĕре. — Ойăх та пор, тет, хӳел те пор, тет — осала качча кайиччен, илĕр мана, тет. Каран торă хăпартат она ойăх патне витри-мĕнĕпе. М. Вас. № 3, 19. Уйăх çине сăнаса пăхсамăр-ха, ваттисем: Марье тăрать куйланса, ик айккинче витрисем. Ст. Чек. Ĕлĕк уйăх аслăк тăрринче кăна пулнă, аслăк çинче каçхине хĕрсем тĕрĕ тунă. Пĕр хĕрарăм, таса марĕ кайнă чухне, çынсем çук чухне, вăтаннипе уйăх çине таса маррине сĕрнĕ. Уйăх çичĕ кун, çичĕ каç шавласа хăпарнă. Обр. чув. пес. Пазухина. Уйăх пĕччен, тееççĕ: пĕччен мар-çке, çăлтăр пур; сар хĕр пĕччен, тееççĕ: пĕччен мар-çке, каччи пур. Сятра. Çунатсăрах вĕçет, тымарсăрах çитĕнет. (Уйăх). Лебеж. 456. Пичче ăйăри кĕçенĕ, пĕтĕм çĕре пăхĕ. (Уйăх). Альш. † Кĕркуннехи çĕрсем тĕттĕм çĕр: уйăхĕсем пулмин те, çăлтăрĕ пур. Собр. † Уйăх витĕр уй курăнат. Букв. I ч. 1904. Хăнисем хапхаран тухса, çаврăнса кайнă çуна йĕрĕсем шур юр çинче уйăх виттĕр курăнса выртаççĕ. Собр. Уйăх пур та, çутти çук. (Тăмана шăтăкĕ — слуховое окно). Ст. Чек. Эп ăна уйăх çутинче (при свете м.) аран палларăм. N. Ойăх çути, окошкаран кĕрсе, çутатса тăрать (светит в окно). N. † Тĕсĕр-пуçăр (ваш. облик) тулнă уйăх пек. Б. Хирлепы. † Уйăх çути пек варличĕ; уйăх çутипе уйрлас-шн, хĕвел çутипе уйрлас-ши? (Солд. п.). Шурăм. 9. Вăрман енчен çĕнĕ уйăх курăнать. Трхблт. Уйăх çути пур. Светит месяц. N. Ойăх çути пор (то же). Т. М. Матв. Пуриншĕн те уйăхпа хĕвел пулаймăн. (Поговорка). Шарб. Уйăхĕ пур, çутти çук. (Шăрпăк пуçĕ). Дик. леб. 47. Елиса уйăх çутипе йывăç пахчине пырса кĕрет. Собр. † Ир пулсан, хĕвел тухать; каç пулсан, уйăх хăпарать. Чертаг. Уйăх пак шăтăк хăварнă (слуховое окно). Альш. Çĕмĕртрен хура çӳçĕме ылттăн та пĕр турапа турарăм; çак тăванăмсем асăма килсессĕн, тунă пĕр çĕнĕ уйăха пăхатăп. Ч. П. Уйăх витĕр уй курнать. N. † Çуначĕсем (хурчăканăн) уйăх хушшинче. Толст. Вăл каç уйăх çутиччĕ (месячно было). Альш. Пĕтĕм уйăх — полнолуние; çурла уйăх — сери луны; çур уйăх — 1/4 луны. . Уйăх çĕр айне каять, теççĕ. Сред. Юм. Уйăх çôрла пик-çиç тунă (говорят, когда месяц показывается после новолуния). Якейк. Тола тохрăм та, уйăх çути çап-çутă. IЬ. Кĕçĕр уйăх çути пор. IЬ. Уйăх толса пырать. . Уйăх çути çĕрĕпе тăчĕ. Месяц светил всю ночь. Сред. Юм. Тулать, — тулнă ĕнтĕ, — паян уйăх пĕтет. Сред. Юм. Уйăх çôрри тунă. После новолуния месяц стал виднеться до половины. Сред. Юм. Уйăх пăхнă çĕр. В лунную ночь. Янтик. Кĕçĕр çĕр уйăх çутиллĕ. . Кĕçĕр уйăх çути пур. . Уйăх çутипе эп çынна куртăм. Янтик. Уйăх хăлхаланнă (месяц в кругу). Уйăх тин тунă, пӳрне пек-çиç. Уйăх çурла пек юлнă. Уйăх çурри пула пуçланă. Уйăх тула пуçланă. Альш. Уйăх çуралнă. Хĕрлĕ тулли. Шурă тулли (см. ниже). Уйăх пĕтни. Сред. Юм. Уйăх çôрла пик-çиç йолнă (говорят, когда месяц после полнолуния остается видным частью). Якейк. Ачи, ачи, пăх-ха, çĕн уйăх тунă! IЬ. Çĕн уйăх ыран тăвать. Ф. Т. Уйăх пĕтнĕ чух (идет к концу) киçен (= кивçен) пама юрамасть. Ст. Чек. Уйăхран инçе мар çăлтăр пусан, çын вилет. Собр. 194°. Çĕрле уйăх пĕлĕт айĕнче тăрсан, хура шăнасем куç çине ларсан, ыран калах çăмăр пулат, теççĕ. Ст. Шайм. Уйăха хирĕç шăрсан, шĕвĕн тухать, тет. Нюш-к. Уйăха хирĕç ан шăр. Альш. Уйăха хирĕç тула ан тух. N. Уйăх çуралсан, тăватăмăш кунĕнче уяр (йĕне) пулсан, уйăхĕпех уяр (йĕпе) пулать. Тогач. Çеçен хирте туман урапа кусать. (Уйăх). Орл. II, 206°. Уйăх пур та, çутти çук. (Пичуркка). Сред. Юм. Пĕчик ачасĕм, пурте карталанса тăрса, пĕр-пĕринчен: уйăх-и? хĕвел-и? тесе, ыйтса выляççĕ. Мысл. Уйăх çутти курас мар! (Божба). || N. Çанталăк уяр пулсан, пĕр-икĕ-виçĕ эрнерех пĕтереççĕ: уяр пулмасан, уйăхпех пырать. Рак. † Хĕл уйăхĕ улт уйăх, çу уйăхĕ çич уйăх (= 13 уйăх). Альш. † Çăв уйăхĕ çичĕ уйăх, хĕл уйăхĕ улт уйăх. (Из «чĕр йĕрри»). Обр. 89. Хĕл уйăхĕ улт уйăх, ултă уйăх хушшинче утмăл тĕсле кун килĕ. Утмăл тĕслĕ кун çинче пĕр киресĕр кун килĕ. Нимĕн чух асна килмесен те, çанăн чух асна килĕ-и? Çăв уйăхĕ çич уйăх, çичĕ уйăхăн ăшĕнче, çитмĕл тĕслĕ кун килĕ. Çитмĕл тĕслĕ кун çинче çил-тăвăллă кун килĕ. Нюш-к. Хĕл уйăх 6 уйăх, çăв уйăх 7 уйăх, теççĕ пирĕн ялти карчăксем. N. Ойăх порнмалăхах çияс. Надо наесться на целый месяц. Орау. Эпĕр килтен тухни уйăх та пур-и тен. С выезда нашего из дома, пожалуй, будет с месяц. N. Акă ĕнтĕ уйăх çитет эпĕ сиртен кĕнеке ыйтни. Орау. Вăл ик уйăх анчах тултарчĕ-ха (ребенок). Альш. † Эсир асăнатăр-и, тăвансем, уйăхра? — эпир асăнатпăр кулленех. Именево. Пĕр-ик ойăх çитсен, хваттер хоçи темшĕн çиленчĕ те, молчана кайса хопрĕ. Н. И. П. Вăхăта уйăхпа хĕсеплеççĕ (= хисеплеççĕ). Время считают по месяцам. Н. И. П. Ăна уйăха хупса лартнă. Его посадили на месяц в тюрьму (здесь «пĕр уйăха» значило бы на один месяц). Зап. А. Фукс, 165. «Новый год начинают они с наступлением зимы, и разделяют на 13 месяцев: 1) йопа-ойăх, м. поминовения, ноябрь; 2) чӳк-ойăх, м. жертвы, декабрь; 3) мăн-кăрлач ойăх, большой крутой м. (сильно морозная часть декабря и генваря); 4) кĕçĕн-кăрлач ойăх, менее крутой м., часть генваря и февраля; 5) норăс ойăх, м. оттепели, февраль и часть марта; 6) пошă ойăх, порожнии м. (от тяжелой работы), март; 7) ака ойăх, м. пашни (для ярового хлеба), апрель, часть мая; 8) çу (scr. сюль) ойăх, м. лета, июнь; 9) хĕр (scr. хыр) ойăх, м. свадеб, июнь и часть июля; 10) утă ойăх, м. сенокоса, июль; 11) çорла ойăх, м. серпа, июль и часть авг.; 12) йĕтĕн (scr. бидан!) ойăх, месяц льна, сентябрь; 13) авăн ойăх, м. молотьбы, октябрь». См. Золотн. 191. В Курм. у. записаны моим братом, А. И. Ашмариным, со слов кр. д. Янгильдиной, Курм. у., Василия Семеновича Мастеркина (ныне покойного) след. назв.: мăн кăрлач, янв.; кĕçĕн-кăрлач, февр.; норăс уйăх, март; пошă уйăх, апр.; ака уйăх, май; хĕр уйăх, июнь; утă уйăх, июль; çорла уйăх, авг.; авăн уйăх, сент.; йопа уйăх (чит. йопуйăх), окт.; чӳк уйăх, ноябрь; раштав уйăх, дек. При этом приписано: «Месяцы начинаются не с 1-го числа, а как народится новый месяц». (Сообщено в письме из Курмыша от 21 янв. 1908 г.). В письме И. С. Степанова Кузьме Серг. Сергееву от13 авг. 1908 г. значится следующее: «Николай Иванович Ашмарин будто бы просил написать, как говорил Иван Яковлевич, названия месяцев по-чувашски. Если нужно, я к его услугам; вот они: 1) юпа уйăх, 2) чӳк уйăх, 3) раштав уйăх, 4) кăрлаç, 5) кĕçĕн кăрлаç, 6) нарс уйăх, 7) пуш уйăх, 8) ака уйăх,9) çу уйăх, 10) утă уйăх, 11) çĕртме уйăх, 12) çурла уйăх, 13) йĕтем уйăхĕ. Начал я считать с октября, кончнл сентябрем. Такой счет у нас, в Черепанове, Буинского у.» Позднее он написал мне следующее: «Многоуважаемый Николай Иванович! Я посылал в Кошки за некоторыми сведениями относительно названий месяцев, так как там есть старик, лет 80-ти, отец которого помер лишь в 3-ем году, имея от роду 109 лет. Он, разумеется, помнит многое, что и как было в старину. Я ждал от них письма и потому так долго не мог ответить. Нижеследующие пояснения относительно названий месяцев мне дали они. 1. Кăрлаç. Зимний месяц, начало года. Судя по вашему счету, захватывает часть декабря и начало января. 2 Кĕçен кăрлаç. Зимний холодный месяц. Про этот месяц говорят: сивĕ ашшĕ, сивĕ амăш(ĕ) ачи-пăчилех пирĕн пата килчĕ. 3. Нарс уйăх(ĕ). После половины этого месяца конец резким зимним холодам. Нарс уйăх тăхăрĕ иртсен (т. е. после 1-ой четверти), кушаксем куса пуçлаççĕ. Нарс — зимний месяц. 4. Пуш(ă) уйăх(ĕ). Этот месяц настает перед распутьем. Свое название получил от обычая «пушă пăрахас». В старину у чуваш сватовство происходило в этом месяце (во многих местах и теперь), и, когда невесту совсем сосватают, евчĕ у родителей невесты оставлял пушă (кнут) или же просто прутик, а свадьба откладывалась, часто и теперь, до Çимĕк. Выходит, это месяц сватовства невесты. 5. Ака уйăх(ĕ). Месяц яровой пашни. Ака çийĕ, так называли исключительно время яровой пашни (теперь в наших местностях такое же значение), и преимущественно пахали старинным плугом. Отсюда и название ака уйăх. Ака уйăх çурхи шыв иртсе пĕтес чух тăвать. 6. Çу уйăх(ĕ). Промежуток времени между ака уйăх и çĕртме уйăх(ĕ). Месяц безработный; отдых и веселье для всех, но главным образом для молодежи. Çу уйăх — çамрăк-кĕрĕм уйăхĕ: они водят хороводы, на семик играют свадьбы и т. п. Существуют выражения: «çу уйăх кантарать, ĕç çийĕ валли вăй парать», «çу уйăхĕнче савăнман, ĕç çинче те ĕçлеймен». 7. Çĕртме уйăх(ĕ). Название этого месяца произошло от глагола çĕрт (дай гнить). Это не указывает на навозное удобрение, ибо в глубокую древность земля не нуждалась в удобрении. Чувашские деревни по Поволжью почти без исключения были окружены лесами; приходилось вырубать леса и обращать в пахотные поля. Привозили домой только лучшие части дерева, а сучья и коренья часто жгли, зарывали, запахивали — предавали гниению (çĕртме). Соответствовал теперепшей паровой пашне. 8. Утă уйăх(ĕ). Курăксем çитĕне пуçласан тăвать, çулса, пуçтарса пĕтернĕ çĕре пĕтет. 9. Çурла уйăх(ĕ). Время созревания и уборки хлебов. 10. Йĕтем уйăх(ĕ). Время молотьбы. Этот же месяц называют и авăн уйăх(ĕ). 11. Юп(а) уйăх(ĕ). Этот месяц настает после уборки хлебов с полей и молотьбы. Снега еще нет. С этого месяца начинаются уже осенние праздники. Чуваши, будучи язычниками, или до усвоения христианства, в этом месяце ставили на покойников своих юпа (столбы) и поминали покойников. Юпа ставили один раз в год, именно теперь. Этот обряд, я думаю, Вам хорошо известен, а потому описывать его я считаю лишним. 12. Чӳк уйăх(ĕ). В этом месяце колесная дорога сменяется санною. Последний осенний месяц. 13. Раштав уйăх(ĕ). Зимний холодный месяц. Зима уже давно установилась. Если в комнате холодно, то говорят: кунта сирĕн раштав, т. е. очень холодно. Добавление к 1-му месяцу. Что кăрлаç есть начало года, свидетельствуют следующие обычаи. Кăрлаç уйăхĕ курăнсан, çав каç, шăлпа çыртса, капан туртнă. Тулли пуçах тухсан, çул пурпа иртмелле пулать, тенĕ; пушă пуçах тухсан, çукпа ирттермелле пулать, тенĕ. Юр çине выртса, мĕлкĕ тунă. Çĕр каçиччен унта мĕн ӳкнине ирхине кайса пăхнă. Пуçах-мĕн ӳксен — пуянлăх, телей, ырлăх; кирлĕ кирлĕ-мар ӳксен, е йытă сысса, шăрса кайсан, телейсĕр пулмалла пулать, тенĕ. Пӳрт итлеме çӳренĕ. Лайăх сăмах илтсен, çĕнĕ çул канăçлă, телейлĕ иртет; вăрçă-харкашу е кирлĕ кирлĕ-мар калани илтĕнсен, телейсĕр çул пулать, тенĕ. Йĕтем итленĕ. Авăн çапни илтĕнсен тырă лайăх пулать, нимĕн те илтĕнмесен, тырă начар юлать, тенĕ. Очень много и других гаданий счастья на новый год. Раньше это делалось по появлении молодого месяца кăрлаç, а теперь проделывают накануне 1-го января. Чтобы точно указать, когда какой месяц начинается и с какими числами совпадают начала месяцев по письменному счету, я не мог добиться, и едва-ли это можно установить на основании расспросов. Мне кажется, надо поручить кому-либо записывать у знатока в продолжение года, тогда можно приблизительно верно указать начало каждого месяца... Всегда готовый к услугам Иван Степанов. 28 июля 1909 года. Г. Симбирск». — Что некоторые годы у чуваш имеют по 13 мес. (местами этот счет забывается или совсем забыт), доказывают факты, сообщаемые в проведенном ниже письме Петра Ив. Орлова. Из них явствует, что у чуваш есть тринадцатый вставочный месяц, именно — кĕçĕн кăрлачă (или кĕçĕн кăрлач), вставляемый, через два года в третий, после месяца кăрлачă (кăрлач). В 1911 г., как видно из письма, было тринадцать месяцев. Назв. мăн кăрлач, повидимому, обозначает то же, что и кăрлач. «Николай Иванович! Эпĕ уйăхсем çинчен пайтах çынтан ыйткаларăм та, çапах та тĕлнех тупимарăм. Халĕ мĕн илтнине çырса ярам, кайран, кĕр кунне, тата мĕн те пулсан пĕлсе пырăп тен. Стариксем тĕрли тĕрлĕ калаççĕ. Хăшĕ: кашни çулах çутă уйăх вăл вунвиççĕ курăнать те, анчах вунвиççĕмĕшин ятне пайăрĕпех каламаççĕ. Çулталăкра вунвиççĕ уйăх пуласса пулать те, ятне ĕлĕкренпех уççах каламаçчĕç, тиççĕ. Хăшĕ хĕр уйăх пулаччĕ, тиççĕ; хăшĕ кĕçĕн кăрлач пулать, тиççĕ. Пĕр ватă суккăр анчах: виçĕ çулта пĕре вунвиçĕ уйăх пулать, тит. Вăл кăçалхи çулта, çак иртсе пыракан çулта, вунвиçĕ уйăх пулать, тит. — Вăл çутă уйăх вунвиççĕ курăнасси виçĕ çулта анчах пĕрре пулать. Акă кăçал вунвиççĕ курăнать. Асту халĕ, кăçал ака çине тухас уммĕн (çур-кунне) ватăсем тавлашрĕç. Пĕри калать: ку ака уйăхĕ пĕтрĕ, çу уйăхĕнче тин акана тухатпăр, тит; тепри калать: ăçтан ака уйăхĕ пĕттĕр, халĕ акана та тухман та, ку пĕтнĕ уйăх пушă уйăх, ака уйăхĕ тин тăвать-ха, тит. Кашни çулах, çак вунвиç уйăх пулакан çулсенче стариксем уйăх шучĕсенчен аташса каяççĕ. — Этсемĕр, чимĕр-ха, ку уйăх мĕн уйăх пулать-ха, ака уйăхĕ-и, ай пушă уйăхĕ-и? тиççĕ. Хăйсем вуниккех шутлаççĕ те, вăн уйăх тĕлĕсем килмеççĕ вара. Вуниккĕ анчах шутласан, чăнахах та ака уйăхĕ пĕтрĕ кăçал вăл, акана тухичченех, тулĕк кăçал вуник уйăх анчах пулмасть, вунвиççĕ пулать. Кăрлачă хыççăн кĕçĕн кăрлачă пулчĕ кăçал, унтан нурăс уйăх, унтан пуш уйăх, унтан тин ака уйăх пулче. Ĕлĕк ваттисем çапла шутлаччĕç. Кĕçĕн кăрлача кăларса пăрахрĕç те хăйсем кăçал, вăн хай ака уйăхĕ малтан килсе тăрать. Кăрлачă уйăхĕ кăçал вăл çĕне çула катăлчĕ, кăçал çавăнпа тепĕр уйăх хутшăнать, терĕ суккăр старик. Вăл уйăх йĕркисене ак çаплашутлать: 1) кăрлачă, 2) кĕçĕн кăрлач, 3) нурăс уйăх(х), 4) пуш уйăх(х), 5) ака уйăх(х), 6) çу уйăх(х), 7) çĕртме уйăх(х), 8) ут уйăх(х), 9) çурла уйăх(х), 10) авăн уйăх 11) юп-уйăх, 12) чӳк уйăх(х), 13) раштав. Тата тепĕр старикĕ кĕçĕн кăрлача: хăй ăссĕн уйăх пулна, тесе шутламасть. Кĕçĕн кăрлачă тесе, нурăс уйăхне каланă, тит; нурăс уйăхĕнче кăрлачă уйăхĕнчи пек сивĕ пулнă та, çавăнпа ăна кĕçĕн кăрлачă тенĕ, тит. Тата тепĕр вирял (Тĕмпексем) старикки раштав уйăхне шутламасть, ăна пĕтĕмпех кăларса пăрахать. Ĕлĕк чăвашсен раштав уйăхĕ пулман, тит; раштав уйăхне ĕлĕк кăрлачă тенĕ, хальхи кăрлача кĕçĕн кăрлачă тенĕ, тит. Унтан вара çула çĕртме уйăхĕ хыççăн хĕр уйăхĕ пулнă, тит. Хăй кашни çулах вунвиçĕ уйăх пулнă, тит; тăрсан-тăрсан, ыйтса антăратсан: темскерле, çанла шутлаччĕç пек те, темле — маннă; тăну-пуçу çук-халĕ, ĕлĕкхи пек мар... терĕ. Çапла... Çакăн чул-ха пĕлни-туни. Ӳлĕмрен лайăхрах пĕлейпĕри? Сыв пулăр. Сире салам. С. Орауши. П. Орлов. 26 июля 1911 г. Показания, заключающиеся в этом письме, находят себе подтверждение в словах Г. Паасонена, который говорит: «Кĕçĕн кăрлачă — в некоторые годы, которые содержат в себе 13 месяцев, — второй месяц» (Vосаbularium 1. Tschuv. 69), а также у Иревли. Иревли. Чăнах та, шырасан, чăваш тĕнчинче тĕлĕнмелле япаласем нумай тупмалла. Ман алăра ун пек япаласем чилай. Çав япаласенчен пĕрне, пуриичен чаплине, çыратăн: чăвашсен çулталăк хĕсепĕ хăйсен пулнă. Ăна эпĕ Салтак-ел Питтăпай арăмĕнчен пĕлтĕм; вăл çырăва (грамоте) вĕлмест. — Чăвашсен икĕ çулĕ вуникшер уйăх, виççемĕшĕ вунвиç уйăхлă пулнă. — Ик çул сиктерсе, виççĕмĕшĕнче кĕçĕн-кăрлачă пулать, терĕ Курпун Иванĕ, Пӳлер-Кӳл çынни. Уйăх эрне-куна тиркет (эрне-кун уйăх тумасть); тет ман асатте. Н. И. Полоруссов. Ман асатте Раштав уйăхне асăнмасчĕ. Мой дедушка (со стороны отца) не упоминал месяца раштав. IЬ. Кĕçĕн кăрлач: эпĕ аслă пиччерен (т.-е. кăрлачран) ирттерĕттĕм те, хĕрлĕ вăкăр (т.-е. хĕвел-солнце) хӳрине тăратать те, кулап-ярап! тесе калать, тет. Тюрл. Аслă пиччешĕнчен кĕçĕн пиччĕшĕ ирттерет («февраль и январь»). В этом же говоре после месяца ака-уйăх (уjы̆х) записан канлĕ уйăх, который, кажется, должен бы стоять после çу уйăх; но последнего в списке нет. Юрк. (в откр. письме ко мне из.. Симб., от 12 июня 1911 г.): «уйăх ячĕсем: 1) кăрлаç у., 2) нарăс у., 3) пушă-уйăхĕ;) 4) ака-у., 5) çăв-у., 6) хыт-суха у., 7) çум-у. (ана çинчи курăксене çумланăран кал.), 8) утă у.. 9) çурла у., 10) йĕтем у.., 11) юпа у., 12) чӳк у., 13) раштав у. Пӳркелĕнчи (в с. Бюрганах) чи ватă çынтан ыйтса пĕлтĕм». На одном листке, написанном рукою П. И. Орлова и относящемся к диал. д. Раковой, хыт-суха уйăхĕ поставлен седьмым, а çум уйăхĕ шестым. Нюш-к. (И. Е. Ефимов). Хĕл уйăх 6 уйăх, çăв уйăх — 7 уйăх, теççĕ пирĕн ялти карчăксем. IЬ. 1) Раштав уйăхĕ, 2) кĕçĕн кăрлач, 3) нарс уйăхĕ, 4) юш уйăхĕ, 5) ака уйăхĕ, 6) çăв уйăхĕ, 7) канлĕ уйăхĕ (не «уйăх»!), 8) çĕртмь уйăхĕ, 9) ыраш аки уйăхĕ, 10) çурла уйăхĕ, 11) итем уйăхĕ, 12) юпа уйăхĕ, 13) чӳк уйăхĕ. Эпĕ ку уйăх шутне пăрмай шутласа тăракан карчăкран ыйтса пĕлтĕм. Вăл мана йĕркипе каласа пачĕ. Ытти çынсенчен те, хамăр ялсенчен, ыйткаласан, мана çак эпĕ ыйтнă карчăк (çинчен): лайăх пĕлет у уйăх шутне, çавăнтан ыйт эс уна, терĕç. Çавăнпа ку карчăк каланине ĕненме пур. Вăл чылая çитнĕ çын, 80-сенче. Уф.? Январь-кăрлачă теççĕ, февраль уйăхне нурăс уйăхĕ теççĕ, март — пушă уйăх, апрель — ака уйăхĕ, май — çу уйăхĕ, июнь — çĕртме уйăхĕ, июль — утă улăхĕ, август — çурла уйăхĕ, сентябрь — авăн уйăхĕ, октябрь — юпа уйăхĕ, ноябрь — чӳк уйăхĕ, декабрв — раштав уйăхĕ. Кăрлачă тесе, питĕ кун кăр-сивĕ килнĕрен калаççĕ; нурăс уйăхĕ теççĕ кун ăшă енне кайса, кун йĕпенсе тăнăран; пушă-уйăхне этемпе выльăх çими пĕте пуçланăран калаççĕ; ака уйăхне ака тăваççĕ; çу уйăхне çулла пулнăран калаççĕ; çĕртме уйăхие çĕртме аки тунăран калаççĕ; утă уйăхне утă тунăран калаççĕ; çурла уйăхне тырă вырнăран калаççĕ; авăн уйăхне авăн аштарнăран калаççĕ; юпа уйăхне карта-хура нăкăтма юпа лартнăран калаççĕ (это неверно); чӳк уйăхне пирĕн чăвашсем чӳк тунăран калаççĕ; раштав уйăхне Христос çуралнăран калаççĕ. Тата эпĕ сире каланăчĕ: эпĕ вунвиç уйăх пулать, тенине илтнĕ, тесе. Вăл тĕрĕс мар, теççĕ, вуниккĕ анчах пулать, теççĕ. Только числалă уйăхпа пĕрле тумаç, унтан ялан малтан туса пырат, теççĕ. Кун шучĕсем пурĕ-пĕрех: 31-тен, 30-тан, 28-тан, 29-тан килет, теççĕ. Напр. кăрлачĕ уйăхĕ 18 декабря тăвать, тенĕ чăвашла калентар çинче, чăвашсем те çав таврана калаççĕ. 19 январта нурăс уйăхĕ тăват, 16 февралте пушă уйăх тăват, и т. д. — Месяцы у Г. Паасонена см. в его «Vосаb. 1. Tschuv.», стр. 69, 91, 110, 2, 139, 133, 195, 143, 26, 30, 190, 112. Тоскаево. Кĕçĕн-кăрлаç (январь. Сивĕпе аслă пиччерен ирттеретĕп эпĕ, Кĕçĕн-Кăрлаç. Кĕçĕн-кăрлаç сиввине чăтакăн леш тĕнчере ăшăнать, тет. Кĕçĕн-Кăрлаç çиленсессен, урăна тăла сыр, теççĕ. Кĕçен кăрлаç пит усал, ним парса та нимĕн илмест. Нарăс уйăхĕ (февраль). Нарăсна кĕçĕн-кăрлаç ĕлĕк пĕрре вăрçнă, тет. Кам урасе (= урасене) тĕпеклĕ тăвать? тесе каларĕç, тет, пĕр-пĕрне. — Эпĕ çынна тăла сыртаратăп! тесе каларĕ, тет, кăшкăрса, кĕçĕн-кăрдаç. — Эпĕ ташлаттаратăп, терĕ, тет нарăс. Çавăнпа чăвашсем: нарăс çитсессен, ташла, вăл ташланине юратать, теççĕ. IЬ. Ака уйăхĕ (апрель). Хире ака çитсессĕн, чăваш ака-пуçне тӳрлетет. — Ачам, хире тухсассăн: ака, пулăш, те. IЬ. Çу уйăхĕ (май). Эй ĕненĕм, ĕненĕм (чит. ĕнемĕм?), кай çукурма картаран: ырă-таса çимĕçпе тăрантса ярĕ вăл сана. Çĕртме уйăхĕ (июнь) «Çинçе» килет çинçелсе, тăвăр ĕçĕре часăрах. «Çинçе» (Тоскаево, Т. у.) = «Уяв» (Буинского у.). «Çинçе вуникĕ (12) кун пырать; çак вуник кун хушшинче нимĕскер ĕçлеме юрамасть; çи те, урама тухса вырт». Çинçе иртсен пулнă çĕртмене çĕр хапăл тăвать, теççĕ. Ут уйăхĕ (июль) (Тосваево). Утта пырса çапăнтăмăр; малашне, ачасем, чу касас пек ĕç тăрать; çавăнпа «авалхисене», ан аптăраччăр, тесе, хытă кĕл тумалла. Ки малтан турра «учук» ту; турра кĕл-ту ял-йышпе; çĕлĕкне илсе, ачу-пăчупа ӳксе пуççап. «Турă, сана пĕтĕм ял ял-йышпе асăнаппăр, укĕнеппĕр, пуççапаппăр, сана вăкăр пусса, выльăхпа силлетпĕр. Алăк патне кĕрӳне, тĕпеле кинне пар. Çурт çумне çурт хуш, мул çумне мул хуш». Турра кĕл-туса пĕтерсессĕн, «Çĕр йышне» кĕлтумалла. Çĕр йыш валли тына пусас пулать. Ял йышне, эй çĕр йышĕ, тĕпе питĕ пар, тăррине тутă пар. Пĕр пĕрчĕ акса, пин пĕрчĕ пар; ывăçпа акса, пӳлмепе пар. Çурла уйăхĕ (август). Хире çурла çĕкличчен, «чӳклеме» тăвас пулать. «Çĕнĕ тырă умĕнчен хур пусса, пĕтă пĕçерсе çырлахтар. «Килĕшпеле виçĕ тĕслĕ выльăх-чĕрлĕхпеле, çичĕ тĕслĕ тырă-пулăпала, пĕр витре, виçĕ чашкă сăрапа пуççапаппăр сана, турă, ӳкĕтлетпĕр, асăнаппăр. Чӳклесе пĕтерсессĕн, «Пӳлĕхçе» асăн. Ăна чĕреспе виçĕ куркапа сăра тула кăларса ларт. Унтан вара «Хĕрлĕ çырана» асăн, тата «Пӳлĕхе» ӳксе пуççап. Вара «Карташ пăттине»: «çуратакан турă, çырлах», тесе, виçĕ юсманпа асăн. Унтан «Кепене» хур пусса, пăтă пĕçерсе, виçĕ юсманпа çырлахтар. Кайран «Аслă ырсене» «Кепе амăшне» килĕшпе çырлахтар. Чи кайран çичĕ тĕслĕ выльăх-чĕрлĕхшĕн çичĕ юсманпа «килĕш пăтти» пĕçерсе çи. Итем уйăхĕ (сентябрь). Итем уйăх çитнĕ пуль: «хав, хав» сасă илтĕнет. Юпа уйăхĕ (октябрь). Авăн уйăхĕ (ноябрь). Авăн тетĕмĕ çӳлелле хăпарсассăн, этемме канăçлăх пулать, тет. Чӳк уйăхĕ (13-ый месяц по старин. чув. сч.). Кĕлту, таванăм, ĕç пĕтĕрĕ; ырă чунпа чӳклеме ту. «Симĕс пуçлă кăвакал, вĕççе кай та, веççе кил. Картлă-картлă пашалу, кусса кай та, кусса кил. Вите кутне вăрă пар, карта кутне кашкăр пар» (!). В Б. Олг. записаны назв. мм.: вутойăх (вудоjы̆х), çорлойăх, ан-ойăх, йопойăх, чӳк-ойăх, мăн-кăрлачă (кŏр-), кĕçĕн-кăрлачă, норăс-ойăх, пошă ойăх, акойăх, çу-ойăх. В Н.-Карамалах, Белеб. у., чувашские месяцы соответствуют европейским; их 12: кăрлаç, нарăс-уйăх, пушă-уйăх, акуйăх, çăвуйăх, çĕртме-уйăх, утă-уйăх, çурла-уйăх, авăн-уйăх, юпа-уйăх, чӳк-уйăх, раштав-уйăх. Эти же самые названия записаны мною в д. Питушкиной, б. Курм. у., но только вм. çĕртме уйăх в этой деревне ставят çом ойĕхĕ, а 12-й месяц назван просто раштав. В Ой-к. — счет мм. тоже идет на европ. лад: 1) мăн-кăрлачă, 2) кĕçĕн-кăрлачă, 3) норс-уйĕх (уjэ̆х), 4) пуш-уйĕх, 5) ака уйĕх, 6) вутă уйĕх, 7) хĕр уйĕх, 8) çорла уйĕх, 9) авăн уйĕх, 10) йĕтем уйĕх, 11) чӳк уйĕх, 12) раштав уйĕх. Здесь юпа уйĕх пропущен, а на его место ошибочно поставлен йĕтем-у., который собственно является в др. говорах лишь варянтом названия авăн-у. — В новых книгах на чув. яз. названия месяцев часто употребляются без нарицательного «уйăх» и вполне соответствуют 12-ти мм. солнечного года. Их порядок: кăрлач, нарăс, юш, ака, çу, çĕртме, утă, çурла, авăн, юпа, чӳк, раштав. Кăлентар 1928 ç. Пушăн вун-саккăрмĕшĕ, 18-е марта. Альш. Имена месяцев соотв. европ. назв.: 1) кăрлаç. 2) нарăс, 3) пушуйăхĕ, 4) акуйăхĕ, 5) çăвуйăхĕ, 6) хытсухуйăхĕ, 7) утуйăхĕ, 8) çурлуя-хĕ, 9) йĕтем-уйăхĕ, 10) юпуйăхĕ, 11) чӳк-уйăхĕ, 12) раштав.

уйăхран-уйăха

с месяца на месяц. Сред. Юм. Эп шалу уйăхран уйăха илсе пырап.

уйрăмăн

в отдельности. Хори-Сирма (Чеб. р.). Çак сăмахсемпе (двойными сдовами) пуплеççĕ, анчах уйрăмăн пĕр пайне илсе пăхсан, ăнланмалла пек мар.

улăп

олăп, исполин. Сĕт-к. Олăп — степной богатырь. IЬ. Ĕлĕк авал олăпсам полнă. Вăсам пит пысăк полнă. Хăрах çăпатине салтса, тăприне силлесен, тем пушшĕ тĕмесем полса йолнă. Атан-çырми çил-арманьсенчен леререхра çам пак ик тĕме пор: пори пысăк, тепрн пĕчĕк. Пысăккине Мăн-тĕме тиççĕ. Сред. Юм. Сĕве шывĕн сылтăм енчн сăртпа Юмаш сăрчĕ çинчен ôлăнсем пыралла вылянă, теççĕ. IЬ. Пиртен малтан олăпсем порăннă тет, çав олăп ачи пĕри, пирĕн пик çынна тусан, çав çын соха сохалашше корнă, тет те: мĕнле каяк ко?, — хăй пĕчиккĕ-çиç, çапах çĕре хоратать! Киле илсе тавăрнса, аннесĕне катартам-ха, тесе, çав пирĕн йăхлă çынна хăйне, соха-пуçне, лашине, пôрне те пĕрле кăсйине пуçтарса чикрĕ, тет. Илсе тавăрнсан, амăшне: эп пĕр каяк топрăм, тесе, кăтартать, тет. Амăшĕ: ай, ачам! кô каяка кăçтан тытнă, çавăнтах кайса яр; пиртен вара çак çынсем порнĕç пирĕн вырăнта, тесе каларĕ, тет те, вара ачи çав çынна хăй вырнех (= вырăннех) кайса ячĕ, тет. Çав çынтан вара çак халь порнакан çынсем полнă, тет. Б. Акса. Улăп ятлă пит пысăк çын пурăннă, тет; вăл çăпатинчен тăприне силленĕ, тет те, вара тĕме пулса юлнă, тет. Орау. Улăп, питĕ пысăк çын пулнă, тит. Утса пынă чухне, эпĕр халĕ арăм-утисене пĕç-хушшине тăва-тăва хăварнă пек, вăрăм йăвăçсене пĕç-хушшине туса, утса çӳренĕ, тит (деревья проходили у него между ног). Н. Карм. Пысăк пӳрт пулсассăн, вăл пӳрте вара: улăп пек пысăккă, теççĕ.

уллах сăри

см. улах сăри. Ст. Чек. Кĕрхи сăрара хĕрсем сăра тăваççĕ, ют ялтан хĕрсене илсе килеççĕ. Илме каят пĕр каччăпа пĕр хĕр. Килекен хĕрĕсем, йĕкĕтсем пек, çĕлĕкне, сăран атăпа, сăран алсасемне килеççĕ. Вăсене хăне сĕтел хушшине лартаççĕ, хăна тăваççĕ: ĕçкĕ-çикĕ лартаççĕ: çимĕçсем, эрек, сăра. Вăйçă купăс калать. Хĕрсем ларакансем те, ларманнисем те ташлаççĕ. Каччăсем те ташлаççĕ. Уллах сăри курма пыракансене лартса ĕçтереççĕ. Мĕн чухлĕ лараççĕ, çавăн чухлĕ укçа илеççĕ. Леçме каяççĕ. Кăнтăрла та, каçпа та ташлаççи.

ултала

обманывать, лгать. N. † Çак тăвансем патне эп килсессĕн, улталарĕç мана куркапа. Сĕт.-к., Чураль-к. † Эпĕр туя кайман-и, инке илсе килмен-и? Отмăл копа айĕнчен олталаса клартăмăр, çитмĕл копа айĕнчен çнтĕнтерсе килтĕмĕр. N. Улттăн çиччĕн пĕр пулса, улталарĕç аппана. N. † Улттăн-çиччĕн пĕр пулса, улталарĕç пултăра. || Stuprare. Якейк. Олтала.

ум

ом перед. Пшкрт. Ом — перед. Ч. П. Хапхи умĕ пылчăклă. || Место, на котором жнет жнец. Сред. Юм. Õм, тесе, тыр вырнă чухне хăй выракан тĕлтине калаççĕ. || Назв. частей, на которые делят загон для удобства засевання. Янтик. Айта, Иван, ту часрах ум, акса пĕтерер! (Тырă акнă чухне, акма лайăхрах пултăр, тесе, тата вăрлăх пĕр пек ӳктĕр тесе, анана темиçе пая пайлаççĕ, çав пая ум теççĕ. В. Михайлов (рукопись). Вара анапа ум чар та (= чĕр те) кашни ум валли пĕр пай вăрлăх хатĕрле. || Употр. в качестве послелога. Ман ума, ман умăма, ман умма (= каз.-тат. алды̆ма), передо мною. Регули, 1127. Ман омра тăчĕ. N. Кай кунтан, ман умран. СПВВ. Хам пур умра ан хăра. Альш. Ăйхăнтан вăрансан, ан хара, эпĕ пулăп санăн умăнта. Альш. Умăнти сăрку. Ст. Ганьк. Хура хур умĕнче хура пыльчăк, хаçан тинсе çитĕ-ши? М. Сунчаеево. Ч. Пăртак тăрсан-тăрсан, хăйсем умне (= перед избу) тухса, вут хучĕç, унта сăра, эрех, икерчĕсем илсе тухрĕç те, хыва пуçларĕç. Альш. Сӳнтĕк (назв. деревни) умнеллех кăять вăл çаранлăх. Б. Янгильд. Тогаш. Вăл (она) стариккине (мужу), умне тухас тесе, чатрах лашине хăвалама хушнă. . Çăва патне çитнĕ чух карчăкки тепĕр çулпа çуна вăлсем умнелле тухнине курах каннă, анках старикки çакна курман. Сборн. Ах, аннеçĕм, анне! хĕреслĕ тенкĕ пулам та, кăккăр умне çакса юл! Юрк. Пирĕн умран (мимо) навус тăкма кайнине те вилнĕ çынсене масар çине пытарма илсе кайнине анчах курса тăратпăр, урăх нимĕн те курмастăнăр, тет. N. Киле пырсан, пĕр çĕре пухăнтăмăр та, пурте йĕмсене хуса хĕвел. Умне (на солнышко) типĕтме çакрăмăр. N. Хамăр пурсăмăр та аписам умне кайма хăратпăр. Синьял. Пире анне çуратрĕ, ыр çын умне тăмашкăн; ыр çын умне тăраймарăмăр, тăшман умне тăтăмăр. N. Шуйтанăн сăмси умне тĕлех пулать. Юрк. Сан ачу мар, ачу мар (т.-е. я), аннеçăм, шурă патша умĕнче тăраканĕ, ури айне пукан лартакан, кучĕ айне минтер саракан, икĕ хулĕнчен тытса лартакан. Ала 15°. Патша, халăх умне тăрса, акă çапла каланă, тет. Стюхино. Атьăр каяр хĕр илме икĕ савни умĕнчен. Жит. св. февр. Сăваилă Мелетий вилес умĕнтереххĕн патшана Аслă Феодосий кĕнĕ. Альш. Пирĕи умма ӳкрĕç те, пуçĕсене чикнĕ хăйсем, нимĕн те чĕнмеç, пыраççĕ хуллен уттарса. . Умĕнчен пӳл, умĕнчен пӳл, ан яр! (лови их!). Ала 29°. † Ай, кинçĕм Анна пур — опăшку умне выртсассăн, эс апие юрăн-ха. Утмăл çулхи атти пур, олтă шăл витĕр хĕм тухать. Ай, кинçĕм Анна пур — опăшку умне выртсассăн, пирĕн аттене юрас çук. Хора-к., Покр. в. Ĕçе лайăх ту, ху умнах тăрĕ (тебе же будет на пользу. Послов.). Юрк. Асамат кĕперĕ çумăр умĕнчен (перед) карăнсан, çумăр чарăнать; хыçĕнчен курăнсан, тата çăвать. Формы: «уммĕн, умĕн, омăнь, омĕн, омăн» см. под уммĕн.

уншăн

оншăн, из-за него, из-за этого. N. Уншăн тăмăпăр. Из-за этого с нашей сторони не будет вадержки. О сохр. здор. Тата тĕрлĕ эмелсем илсе пыраççĕ. Уншăн пӳрт пăсăлас çук, ăна кайран çуса тасатсан, вăл ĕлĕкхипекех пулса тăрать.

унĕçемĕн

все больше и больше. Юрк. 46. Пупĕ унĕçемеи хăшкăрса ыйта пуçлать: балыка кӳр?! Сĕтел çине илсе кӳртсе ларт, тет. IЬ. Зб. Пӳрчĕ унĕçемĕн йăлкăша пуçлать курассине хирĕç. Как на грех, изба начинает пылать все сильнее и сильнее. Халапсем 27. Лешсем унĕçемĕн, хăраса, мĕскĕнсем, нимĕн тума пĕлмесĕр, йăлана пуçлаççĕ. Юрк. Хĕрĕ аван йĕрет пулсан, сасси те уçă пулсан, унĕçемĕн нумайтарах вĕренсе юлма тăрăшаççĕ. См. ун-çемĕн.

упи-супи

бестолковый; бестолочь; бестолково. Сред. Юм. Они-сопи = шара-пара. IЬ. Он пик ôпи-сôпи япала (ненужная вещь) кам илсе тôлтарма хошрĕ сана, ôншĕн çавăн чôлă ôкçа пĕтерме? N. Упи-супи калаçатăн. Бестолково говоришь.

ура

ора, нога. N. Эпĕ, урана салтса, хăпарса лартăм сак çине, урасене кăмака чĕрçи çине хурса. Якейк. Ора посма вырăн çок. Негде ногою ступить. Альш. Ĕлĕк вăл (Етремен), ку енче те, леш енче те вăрман чухне, çын ура ярса пусса каçса каймаллаччĕ, тет. N. Виç урипе каялла чакса пырать, çăварĕпе, пĕр малти урипе çăкăр татăкне сĕтĕрет. Букв. 1904. Ура салтсах выртма пуçланă (больная). Алик. Ай, килеми, килеми, ура канли (кан'л'и) кӳтĕмĕр. (Свад. п.). Изамб. Т., КС. Атта çара уран тăхăнсан, ура хăпарать. Богдашк. Тăрăс, тăрăс ташлама тимĕр ура пулинччĕ. N. Ура алăк хушшине пулсан (если прищемишь), çын килет. Сред. Юм. Ĕнер-çиç чипер çӳретчĕ, паян ора çине те тăрайми чирлесе выртать. Вчера был здоров, сегодня уж и на ноги вставать не может. Ч. С. Ун чухне ачасем пит ӳсĕр пулаççĕ, урисем çине те аран-аран тăраççĕ. Урмай. Ури çăмăл юлсассăн, килес çул кайлах килĕпĕр; ури йăвăр пулсассăн, çич çулсăр та килмĕпĕр. Скотолеч. 13. Шыв е сĕлĕ пуринчен ытла малти урисене анать. Трхбл. † Аттепе аннене лартар-и, ик уринчен тытса тайлар-и. Альш. Ура салттараççĕ хĕве хупсан. Хĕрĕ каччинне салтать. Зап. ВНО. Ăçта каятăн, икĕ ура? — Тватă урана шырама. — Ăçта каятăн, тватă ура? — Ултă урана шырама. — Ăçта каятăн, улт ура? — Выртнă упана тăратма. (Çара-çуна). Изамб. Т. Пĕр урипе сиксе каят. Чăв. й. п. 31. Апат хытнă çăкăрне, лармасăр, ура çинченех (стоя на ногах) çикеленĕ. Н. Лебеж. Виç хĕл каçан вăкăрне шур парнене тытрăмăр; ури çинчен пусăпăр, ăна туй халăхне валли тăвăпăр. Сред. Юм. Õра сыраччин йôрласан, каç пôлаччин йĕрет, тет. (Поговорка). Хăр. Паль. 5. Акă Палля тĕлĕнчен пĕр уксах ача хăрах уранăн сиксе кĕвĕ. N. Если урине (у молодушки) курсан, вара пĕр мăшăр чулха илсе парас пулать кинĕн, е кĕрӳшĕн хунĕсем патĕнче. Беседы о землед. Пĕр татăк хытнă çăкăршăн та ураран ӳкиччен ĕçлетĕн. N. † Урасем пусрăм та, куçма хĕсрĕм — ухмах иккен хĕрĕрсем, сисмерĕç. N. † Савнă тантăш аса килнĕ чух ура çинчен (наяву) тĕлĕк куртăмăр. N. Ăна вара ура тупанĕ патне хурса тĕтĕмне кăлараççĕ. (Тĕтĕрни). Ст. Чек. Аллупа пар та, урупа çӳре. (Послов.). Пизип. Пĕр карта сурăх, пурте пĕр ура тăрăнче тăраççĕ, (Купăстасем). Юрк. Урисене пуçтарса ларсан (гуси)... Пшкрт. Молҕас' иҕоран ларза-да, хы̆лҕизäм анцак коры̆начы̆. М. Васильев, № 3,44. Пăхаç кăсем ирхине — тотар лаши орине тăсса выртнă (околела). Сред. Юм. Кошак ôри чоста, ман ôра тимĕр! Пĕчик ачасем çӳлĕ çĕртен сикнĕ чôх çапла каласа сикеççĕ. Орау. Ура çинчен янă. Futuit stans. Ст. Чек. Пӳрте кĕнĕ чухне алăкпа урана хупсан (прищемишь), хăна килет. N. Манăн урасам утми пулчĕç. Сред. Юм. Ора сырма кил! тесе, ирхĕне ирех хуçисĕм вырăн çинчен тăраччин пыракан çынна калаççĕ. Орау. Тухса кай кунтан халех; нихçан та ман килĕме уру килсе ан пустăр! Букв. 1904. Çырла вĕçĕ-хĕррисĕр, ура пусма та çук (негде ступить). Сред. Юм. Ора-ал пит ыратать. Руки и ноги болят. О сохр. здор. Урпсемпе тапкаланса выртма. Ст. Шигали, Цив. у. Унтан-куптан юлмин, пирĕнтен пит инçех мар, пĕр çын чупса килни курăнчĕ те, эпир лайăх пăхмасăрах урана кута лектерсе чупа пуçларăмăр (во весь дух). Альш. Ура хурса ӳкерес. Свалить, подставив ногу (= такăнтарса ӳкерес). КС. Орау. Хăй кулать, калаçать, ури çĕре перĕнмеçт. IЬ. Таçта çухалчĕ кушаккăм, аванччĕ. Урана чăссан, ура урлă сикеччĕ, тата, кайри урисем çине ларса, слушит тăваччĕ. Букв. 1904. Эпĕ вара урана çĕре тивретмесĕр (= тивертмесĕр) киле çитсе ӳкрĕм те, питĕрĕнсе лартăм (прибежал во весь дух). N. Ураран ӳксе, вырăн çине выртнă. N. Çав пичĕкен тĕпне ура тивмест; пӳ ярсассăн, пӳ çитмест. N Ватă юмансом те ӳкеççĕ, тет, ураран (валятся). СТИК. Чăхă урине хĕр-ача çисен, тĕрре пĕлмест, тет. Чув. прич. о пог. 229. Хур пĕр уранăн тăрсан. Если гусь стоит на одной ноге. || Доля, равняющаяся одной четверти заколотого животного. Сред. Юм. Миçе ора кĕтĕн? Çак çолсĕнче выльăхсене оралашса пусаççĕ; пĕр ора кĕнĕ полсан= 1/4 части коровы; çор ора кĕнĕ полсан= 1/8 части коровы; ик ора= 1/2. || Активный участник воровства, знающийся с ворами из других селений и помогаюпшй им воровать,в своей деревне. Якейк. Ялта япаласам çохалсан, вăррине пĕлмесен: ори ялта пор, теççĕ. IЬ. Хамăр ялти орине пĕлесчĕ.

ура яр

шагать, шагнуть. Ч. И. Çав чечеке пăхаймасăр ура ярса таптарăм. Орау. Карти çӳллĕ мар, ура ярса та каçмалла. Ашшĕ-амăшне. Эсĕ мана паян ху патна кӳртмесессĕн, ӳлĕмрен эпĕ сан çуртна ура та ярса пусмăп, тенĕ. Кратк. расск. Çав кĕçĕн шăллăра кунта илсе килсе мана кăтартмасассăн, эсир кунтан килелле ура ярса та пусаймăр. || Inserere femur inter alterius femina, qujd fit in subatione. || Испускать лучи. Чув. прим. о пог. 49. Хĕвел ура ярсан, çăмăр пулать. Если от солнца идут вниз лучи пучками («ноги»), будет дождь.

уралан

вставать на ноги (метафора). Хĕн-хур. Турă пулăшнипе, лекĕр тăрăшнипе Ануш каллех уралана пуçланă. Чума. Çавăнтан вара Наум, сывалса, уралана пуçланă. О сохр. здор. 109. Вара çапла пулăшсассйн, мĕскĕн çыннăн пурнăçĕ пĕр мая кайĕ (ураланĕ вăл). Ист. церк. 148. Иерусалимри патриахсем пăхса тăракан ĕненекенсенĕн çĕрĕсене Магомет тĕнне тытакан арабсемпе Арий ересне тытакан усал çынсем турта-турта илсе пусмăрласа пĕтернĕ, вара унти ĕненекенсем никçан та ураланайман. || Поправиться в материальном отношении. Сред. Юм. Ĕлĕк пит чохăнчĕ те, халь, ораланма пуçланă ĕнтĕ. Прежде жили бедно, теперь уже поправляются. Хыпар 34, 1906. Хресченсем часрах ураланччăр тесен, вĕсене хыснаран укçа парса пулăшас пулать. IЬ. Халăхăн пурăнăçĕ нихăçан та ураланас çук. Истор. Çав 1547 çулта тухнă вутран кайран халăх часах ураланса çитеймен. Чув. календ. 1910. Çав çынсем, темĕн тĕрлĕ ĕçлесен те, ураланайман. || Образовать вокруг себя лучи (о светиле). Шурăм-п. № З. Хĕлле хĕвел уралансан, сивĕ пулать. Икково. Ойăх ораланнă. Вокруг луны образовались лучи. Толст. Сăрт хыçĕнчен çĕнĕ уйăх хĕрелсе ураланса тухнă. Юрк. Хĕвел уралансан, çумăр пулать. Шел. 70. Хĕвел шевли... вутăн-хĕмен ураланса... тăрать. || Обуваться (ора сыр). Шибач. и др.

ура

ура (воинское восклицание). Юрк. Çав çĕр пĕр салтакĕ çывăрнă çĕртен хăраса çиксе тăрать та, пăшалне илсе, пĕр еннелле: ура! ура! ура! тесе, пит хытă кăшкăрса чупа пуçлать. IЬ. Малтан кам: ура! ура! ура! тесе кăшкăраканнине те шыраса тупаççĕ. См. урра.

урлă

орлă (урлы̆, орлы̆), через, поперек; за, из-за. Юрк. Çулпа пынă чухне, çул çинче пĕр тарăн çырма урлă хывнă кĕпер урлă каçмалла пулать. Скот. леч. 26. Çăварне лайăхрах уçтарасшăн выльхăн чĕлхине кăларса, çăварне урлă патак хыптарма кирлĕ. Бурунд. † Пире çырнă çын ачи инçе те мар, ял урлă. Тайба. † Ама кăвакал пăр урлă, çаврăнасси кӳл урлă; пирĕн савни ял урлă, калаçасси çын урлă. N. Ву (оно) пирĕн ялтан çырма урлă. N. † Эп савнине çын савсан, чунăм епле чăтрĕ-ши? Чăтаймечĕ — çын урлă. Юрк. Вĕсем урлă. N. † Кукăр-макăр юмана касăр-прахăр çул урлă; леш. кассенен хĕрсене кларар-ярăр ял урлă. М. Чолл. Виçĕ патшалăх урлă, пĕр патшан хĕр пур. Т. VI, 65. Ашапатман карчăк килнĕ, Атăл урлă, тинĕс урлă, уй урлă, вăрман урлă. Вĕретĕп, суратăн, тух, куç! Коракыш. Атăл урлă юман касăп, турпасси кунта кисе ӳкĕ. (Салтак хут яни). Ст. Айб. Пирĕн савнă тусăмсем ял урлă, курса калаçасчĕ çын урлă. Ал. цв. 3. Тата эпĕ тинĕс урлă пурăнакан çынна пĕлетĕп, вăл мана çав куçкĕские тупса парĕ. IЬ. Тинĕссем урлă кӳнĕ хаклă йышши таварсем. Регули 1310. Шу орлă ишрĕ. Карта орлă сикрĕ. || Употребл. и в временном значенни. N. Пĕр каç урлă хурала (в караул) каяппăр (через вечер, т. е. раз в два вечера). N. Унтан вара тепĕр каç урлă е ик каç урлă хуçисем патне татах ик-виç пĕçерекен арăмсем пуçтарăнаççĕ, ĕçме-çиме хатĕрлеççĕ. N. Эрне урлă ярах тăр (письма). || Выражает посредство. Н. Карм. Ун урлă (с ним) Сире пит пысăк салам яратăп. || Сред. Юм. Пиччĕш орлă иртеймес-ха çав. Без позволения брата не может делать важного дела. || Поперек (наречие). Чуральк. Шур вăкăрăн тир урлă. (Хурăн). Хора-к. Çын япали орлă выртсан, тăрăх çавăр (= ху ан тив). Ст. Айб. Ахаль тăраччен, урлă выртакана илсе пăрах, теççĕ. (Посл.). Сред. Юм. Орлă выртана тăрăх та çавăрмас (ничего не делает). N. Орлă выртакана тăрăх çавăрса хор, тиççĕ. Янтик. Урлă выртана тăрăх исе хумастăн. (Так говорят про человека, который ничего не делает). Собр. Уйăх çути çап-çутă, урăрсене урлă ан пусăр. || Поперечный. Собр. Айван çыннăн пуртă, аври урлă, теççĕ. Абыз. Хĕрĕх юман айĕнче хĕр вăрласа тухрăмăр, урлă çăка айĕнче ура сырса тухрăмăр. (Мы обулись под липой, склонившейся поперек дороги.) Абыз. || Косой (о ноге косолапого). В. Олг. † Он та ори орлăрах. N. Эпир унпа урлă карăмăр (поссорились). N. Вĕсем урлă карĕç-ха паян.

урлă кĕлет

амбар, построенный поперек улицы. Янш.-Норв. Ах аттеçĕм, аннеçĕм! хĕрӳ хулăн укçипе урлă кĕлет илсе ларт (вар. илсе лартăр, из «хĕр йĕрри»). Собр. Уйра пĕр урлă кĕлет ларать. (Сурат). Богдашк. † Аслă урамăн варринче, урлă кĕлет умĕнче, урама сырса лараттăм.

уртмакçă

носитель переметного кожан. мешка на свадьбе. Изамб. Т. 65. Уртмакçă каçанĕ çине такмак çакать. . Уртмакçă хăйĕн такмакне парать те, унти кучченеçе вара илсе, çĕнĕ кучченеç (полученный от родни невесты) чикеççĕ. N. Уртмакçă сылтăм хулпуççи çинчен икĕ сăран сумкка уртса ярать: пĕрин çине кашни килĕрен илекен чăката чикет, тепĕр сумккине пилленĕ хăпартусем чикет. N. Сав кĕлетрех мăн-кĕрĕве, уртмакçа, туй пуçлăхне тумлантараççĕ.

уртмахçă

то же, что уртмакçă. Кĕвĕсем. Уртмахçă — каччă енчен. Альш. Хĕрĕ енчен каччисем шăрттан, чăкăт, хур ашĕ-мĕнĕ илсе кплеççĕ. Кунтан хĕрен тетĕш-инкĕшсем çаплах илсе каяççĕ. — Вăл такмакпа çăкăр пухаканнисене уртмахçă теççĕ. N. Каччă енчен мăн-кĕрӳ, уртмахçă суйлаççĕ. Юрк. Уртмакçă теççĕ туйри халăхсенчен пĕр çынна. Вăл çурăмĕ çине сăран хутаç çакса çӳрет. Çав хутаç çине кашни килĕре, туй кĕнĕ çĕрте, «пӳлемĕк чӳклеме», тесе, çимĕçсем пуçтарать: хăпарту татăкĕсем, пӳремеçсем, кӳптермесем, икерчĕсем, шăртан татăкĕсам, типĕ ăш татăкĕсем, хур-кăвакал ашĕсем, чăкăтсем, çулă чăкăтсем, тата ытти япаласем.

усал

осал, злой, нехороший, недобрый; жестокий. Сенчук. Тăрăшран вăрăм йывăç çук, качакаран усал выльăх çук. БАБ. Усал сăмах калаçнине илтсен. Юрк. Усал çил-тăвăллă тăман-(буран?) тухать. . Усал пуян кутăн çын пулать. Орау. Пирĕн атте, хиличчен тырă вырман пек, кăçал аллине касать те касать. Мĕн тырă вырса пĕтеричченех Муççи Яккуне тарăхса прттерчĕ. Тур курашшĕ, таçта васкаса тухнă, халăх каланиие итлемесĕр! Вăл аллине каснă, ку каснă, теççĕ ялта, çав ахаль-и вăл? усал этеммех пăхать çав: (т. е. все дело зависит от негодного человека): ĕçĕ те ăнмасть, аллисене те касах тăраççĕ, тет. Сред. Юм. Õсал терипех ôсал (т. е. пит осал). . Õсал сăмах чĕрене тивет. Неприятное слово за сердце берет. Сказки и пред. чув. 80. Лаши вĕçсе пырупа пичĕ-куçĕ пит усал. Якейк. Çав çын осалли Йăван (этот негодяй Иван) çынтан колма пĕлет те... (здесь эллип-сис?). IЬ. Отмăл-торат осалли ыр аная сая яч; хĕр осалли Мари пор, ыр ачая сая ят. Календ. 1907. Пирĕн патшалăх пĕтĕм расхотин чĕрĕкне çар тытма ярать. Германия та вăл усал ĕçе нумай тăкать. Ал. цв. 6. Ниçта та пĕр усал кайăк кăшкăрни те, çĕлен шăхăрни те, тамана сасси тç, кайăксем юрлани те илтенмĕст. Пазухин. Пирĕн пуçри усал хуйхă еррипеле пĕтĕ-ха. Сюгал-Яуш. Кайран вара тепĕр кукăра карăмăр та, усал луткăпах хамăр енне каçса карăмăр. N. Халăх ĕçне усал çын малтан тухсан, теллей пулмасть. Орау. Çын çинчен усал ят ярас тесен, вĕсем тем туса тем калаçĕç (готовы все сделать и сказать). Изамб. Т. Ул хăй усал пулнă, тет. Унăн арăмĕ йăваш юлнă, тет. N. Пирĕн икĕ автан пур-чĕ: пĕри йăваш, тепĕри пит усалччĕ. Изамб. Т. Аçу-аннӳ сана: усал пул, тесе каламаççĕ, епле те пулсан çын майлă тăвасшăн тăрăшаççĕ. N. † Шорă сăхман ăма осал? — сак çине хорса каснăран. Тимер. Пире усалтан ан асăнăр. Не поминайте нас лихом. Янтик. Арçын-ача усалне хĕри-пăраç мĕн тăвас? См. хăп. Сĕт-к. † Пике арăма тор пăхтăр, осал та полин; хĕр полтăр, пилĕк ан кĕпи тăхăнтăр. || Злое существо, злой человек, негодяй. С. Дув. Пусса кĕмĕл ярăн-и, кĕмĕлĕме сая ярăп-и? чăн усала кайăп-и, чунма сая ярăп-и? Тогаево. Чуптар, пачче, лашуна, анатра хĕрсем, усалсем, юрпа пере юçларĕç. Юрк. Çав усалĕ (чертовка, жена) хĕтĕртнипе упăшки тата пушшĕ çĕкленсе çӳрет, куран. В. Буян. Курăкран усал куршанкă, йывăçран усал кăпчанкă (усал = усал курăк или усал йывăç). || Зло, вред. Истор. Александр усала астуса тăракан çын пулман, Новгородран хăйне çилентерсе янă пулсан та, вĕсене хăтарма каллах кайнă. Эльбарус. Пире осал тума пыракан çын калла çавăрна-çавăрна пăхса таратччĕ. Учите детей. Çапла ачасене хамăрах усала вăрентетпĕр. Хыпар № 6, 1906. Çилентерес марччĕ, анчах усалăн ури саккăр, теççĕ, вăл чĕрре кĕме таçтан та тупĕ. Собр. Усал каламасан, ырă çук, теççĕ. (Посл.). || Чорт; нечистый дух, нечистая сила. IЬ. Çĕрле чӳрече витĕр пăхсассăн, усал ерет, теççĕ. Ст. Ганьк. Çынăн, усалпа чирлесен, шăмшак сурать. М. Васильев. № 3,56. Ват тимĕрçе пĕр осал лаççа тохма тăратать. Собр. Пĕтнĕ милкене тула прахсассăн, усал юлать, теççĕ. IЬ. Пĕр-пĕр хĕр ача туса вĕлерсен те, усал пулать, теççĕ. IЬ. Çав ачаран пулна усал çынна ерсе ирлеттерсе вĕлерет, теççĕ. . Çынна ернĕ усал çын патне пынă чух е çын, е йытă, е кушак, е пыркка пулса пырать, теççĕ. IЬ. Е вăрманта, е уйра çĕтсе çӳресен (если заблудишься), усал ертсе çӳрет, теççĕ. КАХ. Усал аллине ан пар (моленье). Не дай во власть злого духа? Ст. Чек. Усал турăран хăватлă. Пролей-Каша. Усал вăрăннă (= çыпçăннă), пристал нечистый (напр., если к женщине летает вотăш). N. Манăн çӳлти усала аяла илсе çапмаллăх вăй пур (говорит один силач). N. Килчĕ пирĕн патра усал вăрăннă япала! (словно сумасшедший, от действия злого духа). Якейк. Осал ерсен, çын пĕтĕмпех типсе, хăрса каять. Если пристанет чорт, то человек высыхает как щепка. Собр. Пĕр-пĕр çĕрте усал хăвалама тытăнсассăн, е утă, е кирек мĕн пăрахса хăварсассăн, усал çавăнпа ерсе юлать, теççĕ. Панклен. Тури осал, анатри осал, в сказке — назван. двух духов, встречавшихся друг с другом ка берегу Волги. N. Турпас тăкнă вар пуç пĕр çухрăмра. Çав вар пуçĕнче усая (шуйттан) пурăнать, теççĕ. Ст. Айб. Кукăр хурăн кутĕнче усал пăхĕ выртать. (Чĕлĕм). N. Тата çав çырмарах ĕлĕк пĕр çын вилнĕ те, халĕ унта час-часах çынсем усал кураççĕ. Это можно понять двояко: 1) видят чертей, 2) подвергаются несчастным случайностям. || Несчастие, беда, бедствие. Иногда олицетворяется. Хĕвел, № 1. Эпир-çеç хамăр тăван вĕрентекенсенчен уйăрăлнă, пирĕн хушăран-çеç усал тухса кайнă. N. Хăй ăшĕнче шухăшласа пырать, тет: упанăн усалĕ те пур иккен, ырри те пур, тесе калать, тет. Альш. † Пирĕн пуçри усала тур сиртĕр. Собр. Касас çавăнтан, касас çурлăнтан, турă, усалла сир. (Моленье). || Дрянь, мерзость. Юрк. Эх, ку усала мĕшĕн-кăна ĕçрĕм-ши? Якейк. Çав осалпа çан чохлĕ вăхăт ирттертĕм полать! Стоило (мне) тратить время на такую дрянь! Синерь. Çав хĕрсем çав хуралçа усал ереки ĕçтерчĕç, тет те, хуралçи, ĕсĕрлсе, йăванса юлчĕ, тет. Якейк. Çав осалшăн (я за иего) онта ма пырап-ка. IЬ. Онашкал осал çынна (дряни) нумай корса ен. || Невзгода, бедствие. Шурăм-п. 10. Çакăн пек усала (засуху) курса, чăвашсем ялсенче халăх пухма тытăнаççĕ. Альш. Пулнă уçал хуллен-хуллен (мало-по-малу) асран каять. КАЯ. Эпĕр ырă куримаспăр пулĕ ĕнтĕ, усал çине-усал пулса пырать (несчастье за несчастьем). Собр. Çăкăр кăмакана тăрăхла çурăлсан, усал юлать, теççĕ. (Поверье). || Озорной. Юрк. Усалтараххисем, кто поозорнее. || Чорт (бранное выражеиие). Коракыш. Ăна пичĕш курнă та: санăн, усалăн, кунта килмелле-и? тесе, тĕкее кăларса янă. Рак. Çак пуртре пĕр усал. (Шăпăр). || Бранное выраженпе, отн. к детям или животным (напр., к лошади). Орау. Усал! мĕн хăтланать вăл! пăх-ха амĕш! Что он делает, негодяй! посмотри-ка, мать! (говорит матери ребенка). . Усал! Вунă пăта туртса çитеримар, тата шăмарайĕнçи тăвать! Сволочь! Десяти пудов не свезла (не довезла), а еще злится! (прижимает уши, хочет укусить). . Усал! шăмарать тата! (напр., о кобыле: сволочь! еще укусить хочет! || Пурга. Пухтел. Уcал тухса каймасан. Если не случится пурги. || Хлам. Земледелец. Нимĕçсем вăрманти мĕн пур усала шăлса, хире тăкаççĕ. || Плохо (наречие). Ст. Айб. Ах, инкеçĕм, инкеçĕм! Эпир усал пурăнни ят сарăлчĕ аякка. (Хĕр йĕрри). Тимĕрçен. † Йăмăка усал тытсассăн, пĕлĕпĕр эпир евчине.

усă

осă, польза. БАБ. Уссисене хăйсенне нихçан курайман. Проку от них никогда не увидишь. Трхбл. Халь выртсан та, усса пымас (на пользу не пойдет, пользы не будет). Хыпар № 40, 1906. Комиссияра ĕçлекен çынсем хăйсем мĕн пĕлнине Думана каласа яраççĕ те, çĕнĕ законсем кăларас е киввине улăштарас пулсан, вăл пит усса тăрать. IЬ. Вăл комиссиясене халăх уссине мар, халăх хуйхине тунă. Чăв. й. пур. Çынна пĕр усал тăвиччен пилĕк усă ту. БАБ. Пальницаран им-çам илсе тавранаттăмăр, тет те, усса пымаçчĕ, тет (не было в пользу). Альш. Мĕн усса пырать, тет, вăл? А на что, по их мнению, оно идет? (т. е. какая от него польза?). IЬ. Вăл пирс нимĕн усă та тумас ĕнтĕ. IЬ. Ывăл пулмарăм, хĕр пултăм, кураймарăр манăн уссăма (вы не видали от меня пользы). Освящ. чув. мон. Пĕр усса килмен чӳк. Совершенно бесполезное моленье. Ст. Чек. Усса янă. Рук. календ. Прокоп. Юн яни пит сайра усса килет. Кровопускание редко бывает полезным.

услам

прибиль, барыш. Тюрл. Çынна кивçен тырă парас, ослам илес çылăх полать; ху орупалан ху ут, осламĕ хаклă мар, сăмахĕ хаклă. Хыпар № 8, 1906. Çапла вара хыснана сиен пулĕ, çĕр хуçисем услам илĕç. Шел. 69. Илет кăмăл туличчен усламĕпе укçине. ТРМ. Шутлама лайăх пĕлни куланай (хырăç) пуçтарнă чух та, çĕр валеçнĕ чух та, услам тунă çĕрте те пит усăллă. Чув. календ. 1910. Банка (чит. панкка) кивçен илнĕ укçашăн çуллен услам тӳлесе тăрас пулать. N. Ку эппин услама пĕлтерет; курăн халĕ, акă таварсене сутăп та, хаклă кучченеçсем илсе тавăрăнăп. В. Олг. Ослам, барыш. Мăн улĕ итет шăлнĕнчен (= шăллĕнчен): йолать-и сан ослам? тет. КС. Услам илтĕм. Я получил барыш. Кан. 1928, № 234. Кĕрпе Ваççи çăмартапа услам тăвать (барышничает).

усра

держать, содержать; воспитывать; охранять; водить что-либо у себя (напр., скот и т. д.); беречь. Ч. С. Становой луçа (лося) çапла, çулçăсем çитере-çитере, пĕр-ик-виç эрне усранă та, кайран Пăвана илсе кайнă. К. С. Усрама сысна çури илсе ярас-ха. Надо вот купить (взять) на илемя поросенка, Чăв. й. пур. 31°. Карчăкĕ ĕлĕк тунă укçисене анчах Микулай аллине паман, хăй, аллинче усранă. N. Хам пыриччен, анчăк çури пулсан та, усраччăр, тенĕ. N. Эпир ăна çавах качча памасăр усрас çук. О землед. Çиме нумай пулсан, выльăха та пайтахрах усрама вăй çитет. Чув. календ. 1911. Лайăх пăхса усрамасан, выльăх ырханланать. С. Дуан. Савса сар хĕр усракан инке-арăмсăр юлакан. Бгтр. Пупăн хырăм выçрĕ, тет те, çăкăрне çисе ячĕ, тет; тарçи усрать, тет, çăкăрне (бережет, не ест).

усрав

заповедный, заветный; приемный. N. Вăл тăлăх ачасене, усрава илсе, пăхса ӳстереччĕ. Кĕвĕсем. Çак тăвансем патне килсессĕн, чăн-чăн усрав юррăма юрларăм. † Альш. Эп, тăванăмсем патне килсессĕн, усрав юррăмсене юрлатăн. || Усрав — роща заповедная, о сохранении которой заботились. К. С. Id. Тукай усравĕ, Тогаевская роща (теперь ее нет). Нюш-к. Пирĕн усравра утă пит лайăх. Юрк. † Пирĕн аттенĕн усравĕ пур, усравĕнче усрав кайăк юр.

уçмухха

восьмая часть, 1/8 фунта, 1/8 загона. Орау. Пĕр уçмухха тапак илсе кил-ха. IЬ. Вутланти уçмухха çинче кăçал тыр аван пулчĕ.

ут

лошадь (у низовых обыкн. только в поазии). Букв. Курнă ута ан хапсăн. Не зарься на ту лошадь, которую ты увидишь. (Посл.). Пшкрт. Ут, лошадь. Альш. Ут мар. Регули 1125. Ут омĕ сарлака. Альш. Çеçен хирĕн варринче çич-çунатлă ут пур, тет. Йĕвен илсе кайса, тыт. (Хĕр йĕрри). К.-Кушки. Кушкă ялĕ аслă ял, пĕчĕкçĕ пĕвĕм шăнăçмарĕ, Таяпа ялĕ кĕçĕн ял, ут пек пĕвĕм шăнăçрĕ. Б. Ута пăхакан çуран çӳремен, ватта пăхакан выçă çӳремен, теççĕ ваттисем. Ст. Айб. Кĕçĕн-кăна çырма кĕмĕл кĕпер, тилхепине ан та турт, ут сиктер. Б. Хирлепы. Çакă туя киличчен, утсам натне каяс-мĕн, пĕр хĕр чĕччи тытас-мĕн. Регули. 303. Утсам оя ярса килтĕм. . Утсам яма каятăп; ярсан, килеп. Якейк. Йори калаçрăм хора хĕрне утсам панче (на ночевом) çăвăрма. Сĕт-к. Утсам панчи ачасам. IЬ. Утсам панче эп çĕрĕ-çĕрĕпех çурмасттăмччĕ (не спал). IЬ. Утсампа кай — ездить на кормежку лошадей. IЬ. Пĕчĕкрех чохне эп утсампа кайма пит юрататтăмччĕ. N. † Хура вăрман хыçне капкăн хутăм, хура утшăн марччĕ, тилĕшĕн. Никат. Утне çĕниман туртине. (Пословица). Обыкновенно формулируется: утне çитмен — туртине. N. Ыр ут полас тьыхаран паллă, ыр çын полас ачаран паллă. СПВВ. ЛИ. Ут — лаша. Регули 1322. Утра та пор, этемре те пор лайăх. IЬ. Авал ут аш (конину) çиса. Б. Олг. Кĕртĕмĕр, ута тăратрăмар; ут туартăмăр, кĕртĕмĕр Хӳетĕр патне. Б. 13. Ут тăвать те, вăкăр çийет. (Послов.). СТИК. Утсем валли çăлма каяп-ха (траву для лошадей).

уттар

оттар, заставлять итти шагом; понукать (лошадь); двигаться вперед; отправиться; ехать или итти шагом. СТИК. Атьăр уттарар-и, чуптарар-и («форма вопроса, но не означает вопроса, а только особая форма»). Изамб. Т. Вĕсем лашисене ялан уттараççĕ. Они все понукают лошадей. Хыпар № 19, 1907. Халăх укçине капла тыткалани хура, халăха ăçталла уттарни халăх пурăнăçĕнчен паллă. Ч. П. Епле уттарам-ши уттине? Актай. Çак йытă кĕтӳçе пĕртте уттармаç (не утруждает ходьбою), тет, хăех йытти выльăхсене пухса çӳрет, тет. Юрк. Чикан ураписем кĕпер урлă каççа кайсан, эпир те: кĕпер урлă каçар, тесе, хамăр лашана уттара пуçларăмăр. Жит. св. Январь. Унăн патĕнче чилай пурăнса, хăйне çул çине малалла каймалăх укçа тусан, унтан тухса, малалла уттарнă. Моштауш. Вĕсем мана корчĕç те, вăрманалла оттара поçларĕç; эпĕ те хыçран оттара поçларăм. Янорс. Эпир вара малалла уттарса карăмăр. Б. Яныши. Çомăр хамăр патарах çитсен, шолтрисам утсене тытрĕç те, килелле оттартăмăр. Изванк. Лашасене уттараччен (перед тем, как тронуться с места), ватăрах çынсем... N. Кĕреçи хуçăкне (изломанную лопату) илсе, килнелле уттара пачĕ, тет (отправился).

утар

отар (удар, одар), пасека, пчельник. Беседа чув. 15. Çунман пулсан, унăн халĕ ĕнтĕ, вăл шухăшланипе, пĕр утар пыл хурчĕ пулмаллаччĕ. Сред. Юм. Õтар, тесе, хôрт лартса осракан пĕчик вăрмана калаççĕ. Отартан пыл илсе тавăрннă чôхне, хирĕç пôлакансене пôрне те пыл параççĕ; хирĕç пôлакана пыл памасан, хорт ăнмас, теççĕ. Бугульм. † Тури урам касси утар пек, кассинчи ваттисем тутар пек. Хыпар № 28, 1906. Ку çырма çинче утар пулнă пулĕ, çавăнпа ăна «Хурт çырми» тесе каланă пулĕ, терĕм. СПВВ. ПМ. Утар — хурт пахчи. Ч. П. Пушăт çукки вăрманта, вăрман çукки утарта. || Хутор. Хурамал. Пĕр çын, çуртне хире куçарса, çавăнта пурăнсан, ăна: утарпа пурăнать, теççĕ. Ягудары. Отар — вырăн йышăннă тени пулать. || Табун. Начерт. 122. Утар — Отары, назв. дер. Тойсинской в. Ядр. у. (там прежде был пчельник; Хир-Пуçĕнчен куçнă вĕсем). || Отар — назв. дер. Чебокс. у.

утă

(уды̆), сено. У др. вутă, вытă, ăвтă, ăвăт. Альш. Ачине, кашкăр каланă пек, утă хӳшшине вырттарнă. IЬ. Елшелийĕн кĕтӳ çӳрет унта, утă çулса илнĕ хыççăн. Сред. Юм. Хĕлле утă кӳреççĕ. Зимою сено возят. Изамб. Т. Тепĕр кунне, уяр кун, ута типнĕ пулсан, утта тавараççĕ (ворочают). Регули 156. Ута килнĕрен орăх çĕре кайрăм. ИОН. Кĕске ута çуласси, çулассинчен пуçтарасси. Трудно косить короткую траву, но еще труднее ее убирать. (Послов.) Абаш. Утă исе (= илсе) кил. Принеси (на себе) сена. Купи и привези сена. Собр. † Утă тĕпĕ кĕмĕллĕ, чăнкăр-чăнкăр тăва юлчĕ. N. || Сенокос. Çапла утă вăхăчĕ иртсе кайрĕ. Так прошло время сенокоса (сенокос). Изамб. Т. Ун хыççăн ута каймалла пулать. После отого надо выходить на сенокос. Альш. † Мĕшĕн ута тухмастăр, çавăрсене (ваши косы) çутатма? Собр. Утă пĕтсен, после сенокоса. См. вир пуç.

утă чӳкĕ

утă чӳк, моленье перед сенокосом. Н. Седяк. Утă чӳкне валли ялпалан пĕр пысăк вăкăр сутăн илеççĕ. Утă чӳк кăш вăхăтра пулассине пурте пĕлсе тăраççĕ. Утă чӳкне ĕлĕкренпех хирте пĕр вырăнта тăваççĕ. Кашни çул ял çыннисем пĕр-пĕрин хыçĕнчен черетпе така илсе каяççĕ. Кашни килĕрен унта çăнăх-кĕрпе илсе пыраççĕ; хăшĕ кăвакал, хур чĕппи илсе пыраççĕ. Çак япаласене пурне те хире илсе кайса, унта пусса пĕçерсе, чӳклесе çиеççĕ. Чӳклесен, вăкăр ашне çынсене валеççе çитереççĕ. Чӳк тăвассине пĕр ватă çын тăвать. Утă чӳк тăвакан çĕрте халăх питĕ нумай пулать, пасар пек. Çак чӳке тусан, утă çулма юрать, унччен çултармаççĕ. Тепĕр кун икĕ-виçĕ старик, тепĕр çĕре кайса, урăх йĕрĕх чӳк тăваççĕ. Утă чӳкне çур аки пĕтсен тăваççĕ. Çур-аки пĕтсен, пĕр эрне çĕр чанма хушмаççĕ; çак çĕр чавма юраман вăхăта «çинçе» теççĕ. Çинçе вăхăтĕнче килте пурăнаççĕ, утă чӳкне те çак вăхăтра тăваççĕ.

отă

утă (оды, уды), остров. Щ. С. Утă, остров. Сред. Юм. Тинĕс уттинче, на морском острове. Жит. св. Апрель. Пиртен чилай аякра, çур-çĕр енче, Архангельск кĕпĕрнинче, Шурă тинĕсĕн пушă утти çинче. Сред. Юм. Лашасĕие кĕр-кôнне йăлăма утта ятăмăр та, киле илсе тавăрăннă чôх тытса чармалла мар: самăрăлса капнă та, пĕрех-май тăрăх чĕвен сикеççĕ. || Роща среди поля. Пшкрт. Мы̆н оды̆ра мы̆н шэ̆шкэ̆, мыри ларат шоп-шоры̆. IЬ. Оj вариынџä шэ̆шк оττиы. Среди поля ореховая роща. Дик. леб. 34. Уттипе ларакан çав чăтлăх ăшне нихăçан та, хĕвел çути ӳкмен. Шибач. Ота (или вĕтлех) — кусты. Вомбу-к. Отă (вĕт вăрман). || Луговина; лощина, местность. М. Н. Петров. Ч. С Пирĕн ялăн, сĕрен пулсан, çавă Була (чит. Пăла) уттинче ут яратчĕçĕ, тет. || Отă (ады̆), назв. поля, на север от с. Иккова, Чебокс. у. || Именево. Утти (т. е. утă+афф. 3-го л.) — утă çулмашкăн тасатнă çĕр. Встречается в сложекии: Ваççа утти', назв. чищобы. || В след. текст утти попало по ошибке. Ходар. Атăл урлă, тинĕс урлă шур сухал старик утти килнĕ, тет, çак Çумкка çинчен куç ӳкнисене кăларма. Тфу! (Заклинание от сглаза во время оспы — шатра). || Участочек, островок. ЙОН. Уттăн-уттăн (островками) хăла-çырли; пĕр çырлине анчах çырăм, çуратнă çĕр-шуран уйăрлтăм. Янш.-Норв. † Утăн-утăн ут-кăшкар утăн ури айĕнче. Сорч-Вар. Отăн, отăп çĕр çырли, пĕр çырлине татрăм-хыпрăм, çĕр-шуран уйăрăлтăм. КС. Хăш çерем çинче утти-уттипе (как бы островками) карта кăмпи пит нумай юлать. IЬ. Хăш вăрманта утти-уттине пушăтлăх кантăр пек ларать. В ином лесу молодая липовая поросль, годная на лыки, растет густо, как конопель, (целыми) островками. IЬ. Çаран çинче уттăн-уттăн (местами) пĕтĕмпех лаша-кăшкарĕ (конёвий щавель). || Долина(?). Рекеев. «Важно бы выяснить слово ут или утă — долина. От этого слова происходят чувашские «Атăл утти, типĕс утти». Интересно то, почему речную долину чуваши назвали ут или утă. Не потому-ли, что в старину чуваши расселялись по долинам рек и по ним же ходили (утнă) искать удобные места для селения? А может быть, Атăл утти значит весеннее шествие (течение) реки Волги, также и место весеннего течения других рек, или место разлива реки?»

тинĕс отти

тинĕс утти, морской остров. N. Тинĕс оттинчен исе (= илсе) килсессĕн (тигра), вăл вуртрĕ (= выртрĕ) те, çурчĕ (уснул) çол йонпинче. N. Краккаттау тинĕс утти, çурри ытла, çӳлелле çĕкленсе, уткăнса кайнă.

учук

жертвоприношение, сопровождаемое общественным молением. Макка 235. Тата çăва тухсассăн, ака пĕтсен, учук тăваççĕ. Учук кунĕ вĕсен уяв пуçланать, учука вĕсем ак çапла тăваççĕ: ялпа пĕрле çынсанчен ят тăрăх укçа илеççĕ те, çав укçапа вара пĕр тьыха или лаша илмеççĕ. Унтан тата пăрусам, сурăхсам илеççĕ, унтан кашнн çуртран е хур е кăвакал илсе пыраççĕ, унтан вара яшкапа пăтă пĕçерсе, ялĕпе пĕрле пайласа, çияççĕ. N. Çимĕк вăхăтĕнче пĕтĕм халăхпа чӳк тăвакан кĕлĕ, ăна учук теççĕ. Тюрл. Учук — полевое моление после сева (перед Петровками). Сиктерма. Тăваттăмăш хурана: учук панчи выляеа пыракан кĕлĕ амăшĕ, тесе, çаплах асăнаççĕ. IЬ. Виççĕмĕш хурана: учук патĕнчи иртсе пыракан кĕлĕ амăшĕ, тесе, асăнаççĕ. IЬ. Учук панчи аслă ырă амăшĕ, хура халăхна, акнă çичĕ тĕслĕ тырă-пулăпа, асăнать, витĕнет; чӳ... к... çырлах. ЧС. Учук тăвман çулах пулчĕ те ку пире, çавăншăн пулчĕ пулĕ çав (пожар). || То же слово встречается в значении назв. урочищ., напр. Учук — мольбище (чӳк вырăнĕ) около д. Егоркиной, Егорк. вол. Чист. у. Также — назв. уроч. около д. Белая Гора, Бегуч. в. Петровского у. (варта — в овраге). || Прозвище человека. Яктик. Учук — фамилия мужчины. См. Магн. 25, Стюх. чув. 20.

уччаска

(уц'ц'аска), участок. Так обыкновенно называют казенные земля и леса, разделенные на участки. СТИК. Уччаска тесе пирĕн каçуннăй çĕрсене калаççĕ. Вăл çĕрсене хресченсем, темиçе çын пĕрле пулса. 10—12 çула илсе, ĕçлесе пурăнаççĕ. Микушк. Çав укçапа вырăс арман илнĕ, уччаскасем те, питĕ пуйса кайнă. N. Пирĕн уччаска пушăтлăх. Ч. П. Уччаскара сар хĕр суйласа. Ст. Дув. † Тăван-ял уччаски, çуртăри, чалăшлатса каснă çанă пек. Янчик. † Уччаскасем касса, уйсем турăм; теçеттине касса, çул турăм, юпах тьыхапа выляма. Кубня. † Уччаска кастартăм, уй (поляна) турăм. || Назв. одного места в лесу. К.-Кушки.

ух

ох стирать (белье), мыть, полоскать. КС. Кĕнене ухаççĕ. Чув. календ. 1910. Пире шывран кăлараççĕ те, таса шывна ухса, типĕтеççĕ. Альш. † Ухат-кăна, чӳкет — кĕпе çăвать, унăн алли епле шăнмас-ши? Сĕт-к. Паян праçнăк полин та (т̚а), кĕпе охса илсе терĕмĕр (вздумали постирать). Регули 572. Охса, охса, охса та шоралмарĕ. СПВВ. «Ухать = çăвать (нежно)». Изамб. Т. Мынчана кĕрсен, малтан пуçне ухаççĕ. В бане сначала моют голову. || Натирать (чем-нибудь). КС. Ч.С. Унтан вара алла супăнпа ухрĕ те (натер), турта пуçларĕ. IЬ. Алла, шăнасран (чтобы не озябли), хăшĕ ерекепе ухать.

ухмахлă-ăслăлă

ни умный, ни глупый, полумный. Чăш. й. пур. Вăл унта хăйĕн ухмахлă-ăслăлă шăллĕне юлташа илсе кайнă.

уша юпи

, оша юпи, Н. Карм. Уша юпи-столб около печи. Тюрл. Уша юпи — доска у печи. Шел. 22. Уша юпи çумĕнче çуначчĕçĕ çуртисем. И. С. Степ. Уша пуççи, уша юпи. N. Тата сентĕре юпи çумне ăрасна пĕр çурта çутаççĕ, вăл çуртана «кил çурти» теççĕ, ăна: килĕм-çуртăм, вутăм-кăварăм, выльăхăм-чĕрлĕхĕм лайăх тăтăр; çула тухсан, çула савăнтар, киле килсен киле савăнтар, тесе, лартаççĕ, ăна: кил пуçне лартатпăр, тесе, лартаççĕ («кил-пуç» нечто в роде «хĕрт-сурт», в роде ангела дома), сентĕре юпине «уша юпа» теççĕ. БАБ. Вăлсем (колдуньи) вара, мана вĕрентес тесе (колдовству), мунчана илсе кайрĕç. Мана хĕресе (крест) пăрахтарса, уша юпи çине лартăрăç. СПВВ. ТМ. Уша юпи — кăма(ка) айĕкĕнчи (ita scr.) юпа, ун çине сентре хураççĕ. Вил. ял. Сентĕре юпине уша юпи теççĕ. Сред. Юм. Оша йôпи тесе, кăмака çомне тăратакан йôпасене калаççĕ; ôлă йôпасем çине оша-пуççи хăми хôраççĕ.

ошăн

(ôжы̆н), то жо, что олшăн. Сред. Юм. Õшăн или ôлшăн. IЬ. Эпир пĕр пĕринне михсене ôлшăнтарса (или ôлăштарса) илсе килнĕ.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

аналогичный

прил.
(син. сходный, подобный), аналогично нареч. пĕрешкел, пĕр евĕрлĕ, пĕр майла; привести аналогичный пример пĕрешкел тĕслĕх илсе кăтарт

брать

глаг. несов. (сов. взять)
1. (син. хватать) ил, тыт, алла ил; брать из рук алăран ил; брать топор пуртă тыт
2. с собой или без доп. (син. уносить, увозить, захватывать; ант. оставлять) ил, илсе кай, пĕрле ил; брать детей с собой ачасене пĕрле илсе кай; брать в дорогу нужные вещи çул çине мĕн кирлине ил
3. (син. получать, приобретать; ант. отдавать) ил, туян, тыт; брать деньги взаймы кивçен укçа ил; брать такси такси тыт; брать молоко в магазине лавккара сĕт туян
4. (син. овладевать, захватывать; ант. отдавать, лишаться) ил, çĕнсе ил, ярса ил; брать город штурмом хулана çĕнсе ил; брать в плен тыткăна ил
5. (син. принимать) ил, йышăн; брать ребёнка на воспитание ачана усрава ил; магазин берёт вещи на комиссию магазин япала сутма йышăнать ♦ смех берёт кулас килет; за душу берёт чуна пырсах тивет; рыба хорошо берёт пулă лайăх туртать; брать обязательство тума пул; брать хитростью чееленсе ăнтар; брать начало пуçлан; брать штраф штраф тӳлеттер; бритва хорошо берёт бритва аван касать; брать влево сулахаялла пăрăн; брать пример тĕслĕхе хур

ввести

глаг. сов.
1. кого-что и во что (ант. вывести) кĕрт, илсе кĕрт, çавăтса кĕрт; ввести детей в дом ачасене пӳрте илсе кĕрт; в город введены войска хулана çарсем кĕртнĕ
2. что во что (син. поместить, впустить) яр, хыв, кĕрт; ввести лекарство в вену венăна эмел яр; ввести новые данные в компьютер компьютера çĕнĕ даннăйсем хыв
3. кого-что во что (син. задействовать) ĕçе яр, ĕçе кĕрт, хута яр; ввести в строй новый цех çĕнĕ цеха хута яр ♦ ввести в курс дела ĕçпе паллаштар; ввести в расход тăкак кӳр; ввести в заблуждение ултала; ввести во владение харпăрлăх хуçине çирĕплет

везти

1. глаг. несов.
турттар, туртса пыр, илсе пыр (транспортпа); поезд везёт пассажиров и почту поезд пассажирсене тата почта турттарать; везти детей в автобусе ачасене автобуспа лартса кай

вести

глаг. несов.
1. кого илсе пыр, çавăтса пыр; вести старушку под руку карчăка хулран çавăтса пыр
2. кого-что (син. возглавлять) ертсе пыр, ертсе кай, пуç пул; вести войска в бой çарсене çапăçăва ертсе кай
3. что (син. править, управлять) тытса пыр; вести автомашину автомашина тытса пыр
4. 1 и 2 л. не употр. кай, илсе кай, илсе пыр; эта дорога ведёт в лес ку çул вăрманалла каять
5. что (син. руководить) тыт, тытса пыр, йĕркелесе пыр; вести хозяйство хуçалăха тытса пыр; вести собрание пухава йĕркелесе пыр
6. что ту, пурнăçла, туса пыр; вести войну варçă вăрç; вести переписку çыру çӳрет; вести огонь из пулемёта пулемётпа пер ♦ хорошо вести себя харпăр хăвна йĕркеллĕ тыткала; и бровью не ведёт хăнк та тумасть; Ложь к добру не ведёт посл. Суйни ырă тумасть

водить

глаг. несов.
1. кого-что ертсе çӳре, çавăтса çӳре; илсе кай, ертсе кай; водить школьников на экскурсию шкул ачисене экскурсие илсе кай
2. что (син. управлять) тыт, çӳре, тытса пыр; учиться водить автомобиль автомобильпе çӳреме вĕрен
3. чем по чему (син. двигать) шутар, хускат, йĕрле; водить карандашом по листу бумаги каранташпа хут листине йĕрлекеле; заяц водит ушами мулкач хăлхине хускаткалать ♦ водить дружбу туслаш, туслă пурăн

возить

глаг. несов.
1. кого-что (син. транспортировать) турттар, илсе çӳре (транспортпа); возить кирпич на стройку стройкăна кирпĕч турттар
2. чем по чему (син. размазывать) сĕр, сĕркеле, шăл; возить рукавом по столу сĕтеле çанăпа сĕркеле

вон

2. 1. нареч. (син. наружу) тулалла, аяккалла; вынести вещи вон япаласене тула илсе тух (пӳртрен)
2. междом. (син. прочь) тухса кай, тасал, çухал (хушса калани); Вон все отсюда! Тухса кайăр пурте кунтан!

вывести

1. глаг. сов.
1. кого-что (ант. ввести) кăлар, илсе тух, çавăтса тух; вывести коня из конюшни лашана витерен çавăтса тух; детей вывели на прогулку ачасене уçăлма илсе тухнă
2. кого-что из чего кăлар, кăларса пăрах; вывести из состава комитета комитет йышĕнчен кăлар
3. кого-что (син. уничтожить) пĕтер; вывести тараканов таракансене пĕтер ♦ вывести из беды инкекрен хăтар; вывести из себя тарăхтарса яр; вывести из равновесия хумхантарса яр; вывести на чистую воду тăрă шыв çине кăлар

вывод

сущ.муж.
1. (ант. ввод) кăлару; кăларни, илсе тухни; вывод войск из города çарсене хуларан илсе тухни
2. (син. умозаключение) пĕтĕмлетӳ; сделать вывод из сказанного каланине пĕтĕмлет

вынести

глаг. сов.
1. кого-что йăтса тух, илсе тух, кăлар; вынести мебель из комнаты сĕтел-пукана пулĕмрен илсе тух
2. что чăт, тӳс, чăтса ирттер, тӳссе ирттер; вынести боль ыратнине чăтса ирттер ♦ вынести решение йышăн, йышăну ту; вынести благодарность тав ту

горечь

сущ.жен.
1. йӳçĕ тутă, йуçĕ; горечь полыни армути йӳççи; отдаёт горечью йӳçĕ тутă калать
2. чего пăшăрхану, куляну, йывăр туйăм; горечь воспоминаний о прошлом иртнине аса илсе кулянни

гостинец

сущ.муж. (син. подарок)
кучченеç, парне; принести детям гостинец ачасем валли кучченеç илсе кил

довести

глаг. сов.
1. кого до чего (син. доставить) илсе çитер, ертсе çитер; довести старика до дому ватă çынна килне илсе çитер
2. что до чего (син. продолжить) çитер, туса çитер; довести газопровод до села газ пăрăхне яла çитиччен хыв; довести дело до конца ĕçе вĕçне çитер ♦ довести до слёз макăрт; довести до бешенства уртарса яр; довести до сведения пĕлтер

долг

2. сущ.муж.множ. долги
парăм, кивçен; взять в долг кивçен ил; отдать долг парăм тат; наделать долгов кивçен илсе тултар; я в долгу перед тобой манăн сан умăнта парăм пур♦ по уши в долгах парăмран тухаймасть; не остаться в долгу пархатарсăр ан пул, ырăшăн ырă ту

доставить

глаг. сов.
1. çитер, илсе çитер, çитерсе пар, кӳрсе пар; доставить товар по назначению тавара кирлĕ çĕре çитерсе пар
2. кӳр, пар; доставить радость савăнăç кӳр

забрать

глаг. сов.
1. кого-что (син. взять, захватить) ил, пĕрле ил, илсе кай; он забрал свои вещи вăл хăйĕн япалисене илсе кайнă; забрать больного из больницы чирлĕ çынна больницăран илсе кай
2. кого-что (син. арестовать) тыт, тытса хуп, тытса кай; хулигана забрали в милицию ашкăнчăка милицие тытса кайна ♦ забрать силу вăй ил, хуçалан; страх забрал сехре хăпрĕ

завести

глаг. сов.
1. кого-что (син. ввести) илсе кĕрт, çавăтса кĕрт; завести лошадь в конюшню лашана витене çавăтса кĕрт
2. кого ертсе кай, илсе кай; тропа завела нас в болото сукмак пире шурлăха илсе кĕртсе кайрĕ
3. что (син. устроить, организовать) йĕркеле, ту; завести новые порядки çĕнĕ йĕрке ту
4. кого-что (син. приобрести) ил, туян, туянса яр; завести кур чăх тытма пуçла
5. что (ант. заглушить, остановить) тапрат, ĕçлеттер, ĕçе яр, тапратса яр; завести мотор мотора тапратса яр ♦ завести разговор сăмах тапрат; завести знакомство паллаш; завести переписку çыру çӳретме пуçла

занести

глаг. сов.
1. кого-что (син. доставить) кĕртсе пар, çитерсе пар; занести книгу приятелю юлташа кĕнеке кĕртсе пар
2. кого-что илсе кай, илсе çитер; судьба занесла его на север шăпа ăна çурçĕре илсе çитернĕ
3. кого-что (син. записать) çырса кĕрт, çырса хур; занести в список списока çырса кĕрт
4. 1 и 2 л. не употр. (син. засыпать, замести) шăл, шăлса кай, хӳсе кай, хӳсе ларт; дорогу занесло снегом çула юр хӳсе лартнă

захватить

глаг. сов.
1. (син. взять, забрать) ил, ярса тыт, ярса ил; захватить горсть орехов пĕр ывăç мăйăр ил
2. (син. овладеть) ярса ил, çĕнсе ил; захватить чужую территорию ют çĕре ярса ил
3. пĕрле ил, илсе кай; захватить зонтик на случай дождя çумăр çăвĕ тесе зонтик илсе тух
4. (син. увлечь) кăсăклантар, кăмăла çавăр; книга захватила меня кĕнеке мана кăсăклантарчĕ ♦ дух захватило сывлăш пӳлĕнчĕ (хумханнăран е сивĕ çапнăран)

интеллигенция

сущ.жен.
интеллигенци (ятарлă пĕлӳ илсе ăс-тăн ĕçĕпе пурăнакансем); техническая интеллигенция техника интеллигенцийĕ; творческая интеллигенция пултарулăх интеллигенцийĕ (художниксем, çыравçăсем, артистсем т. ыт.)

катать

глаг. несов.
1. кого ярăнтар, илсе çӳре (транспорт хатĕрĕпе); катать ребёнка на санках ачана çунашкапа ярăнтарса çӳре
2. кого-что кустар, йăвантар; катать бревно пĕренене йăвантар
3. что уна, йăвала, чăмаккала; катать из теста колобки чустаран йăва уна
4. (син. валять) йăвала, пус; катать валенки çăм атă йăвала; катать войлок кĕççе пус

конфискация

сущ.жен. (син. изъятие)
тытса илни, конфискаци (укçа-тенке, пурлăха патшалăх хăй аллине илни); осудить с конфискацией имущества пурлăха тытса илсе тĕрмене лартма йышăн

многочисленный

прил. (ант. малочисленный)
йышлă, нумай; привести многочисленные примеры нумай тĕслĕх илсе кăтарт

направить

глаг. сов.
1. что (син. устремить) яр, тĕлле; илсе пыр; направить машину к дому машинăна çурт патне илсе пыр; направить взгляд куçпа тĕлле, тĕллесе пăх
2. кого-что яр, хушса яр; направить делегацию делегаци яр

наследник

сущ.муж., наследница жен.
еткерçĕ, тĕпкĕч (еткере пурлăх илсе юлакан); он единственный наследник родителей вăл ашшĕ-амăшĕн пĕртен-пĕр еткерçи

наследство

сущ.сред.
еткер (вилнĕ çынтан юлакан, унăн тăванĕсене е çывăх çыннисене куçакан пурлăх); он получил в наследство дом вăл еткере çурт илсе юлнă

носилки

сущ.множ.
наçилкка; раненого солдата унесли на носилках аманнă салтака наçилккапа илсе кайрĕç

отвести

глаг. сов.
1. кого-что илсе кай, çавăтса кай, леçсе хăвар; отвести ребёнка в ясли ачана яслине леçсе хăвар
2. что (син. предотвратить) сир, сирсе яр, ан йышăн; отвести опасность хăрушлăха сир; его предложение было отведено унăн сĕнĕвне йышăнмарĕç ♦ отвести взгляд куçа тарт; нельзя отвести глаз пăхса тăранма çук; отвести земельный участок çĕр уйăрса пар

пожалуйста

частица
тархасшăн; -самăр (-семĕр); -ха; садитесь, пожалуйста ларсамăр; Дайте мне, пожалуйста, хлеба! Мана çăкăр илсе парăр-ха!

привезти

глаг. сов.
илсе кил, илсе çитер, кӳрсе кил (транспортпа); привезти грузы автомашинами грузсене автомашинăсемпе кӳрсе кил

привести

глаг. сов.
1. кого илсе кил, çавăтса кил, ертсе кил; привести за руку алăран çавăтса кил
2. 1 и 2 л. не употр. илсе çитер, илсе пыр; тропинка привела к озеру сукмак кӳлĕ патне илсе çитерчĕ ♦ привести в действие ĕçе яр; привести в чувство тăна кĕрт (тăн çухатнă çынна); Не приведи Бог! Турă ан хуштăрах!

пример

сущ.муж.
1. тĕслĕх; привести пример тĕслĕх илсе кăтарт; следовать примеру, брать пример тĕслĕхе хур (кама та пулин)
2. пример (математика хăнăхтарăвĕ); решить пример пример шутла

разобрать

глаг. сов.
1. что (ант. собрать) сӳт, салат, сӳтсе тăк; разобрать часы сехете сӳтсе тăк
2. кого-что илсе пĕтер, салатса пĕтер; товар быстро разобрали тавара хăвăрт илсе пĕтерчĕç
3. (син. исследовать) тишкерсе тух, тишкерӳ ту; разобрать предложение предложение тишкерсе тух ♦ смех разбирает кулас килет; разобрать по косточкам тĕпĕ-йĕрĕпе сӳтсе яв

скинуть

глаг. сов. (син. сбросить)
пăрах, антар, илсе пăрах, хывса пăрах; скинуть снег с крыши дома пӳрт тăрринчен юр антар; скинуть одежду тумтире хывса пăрах ♦ скинуть цену хака чакар

сорвать

глаг. сов.
1. тат, татса ил; илсе пăрах; сорвать яблоко пан улми татса ил; ветер сорвал шляпу çил шлепкене илсе пăрахрĕ
2. (син. нарушить) пăс, пĕтер, чар; сорвать урок урока пăс

спекуляция

сущ.жен.
спекуляци (тавар е акци таврашĕ, валюта йӳнĕрехпе илсе хаклăрахпа сутни)

такси

нескл.сред.
такси (пассажир илсе çӳрекен çамăл автомашина); маршрутное такси пĕр маршрут таксийĕ

таможня

сущ.жен.
таможня (чикĕ урлă япала илсе килнине тĕрĕслекен учреждени)

убрать

глаг. сов.
1. что пуçтар; пуçтарса хур; илсе кай, илсе тух; убрать книги со стола кĕнекесене сĕтел çинчен илсе кай
2. что пухса кĕрт; убрать картофель вовремя çĕр улмине вăхăтра пухса кĕрт
3. кого-что (син. исключить) катерт, кăларса пăрах, кăларса яр; убрать лентяя из бригады кахала бригадăран кăларса яр
4. что тирпейле, пуçтар, тасат; убрать комнату пӳлĕме тасатса тирпейле

увезти

глаг. сов.
илсе кай, тиесе кай, хурса кай (транспортпа)

увести

глаг. сов.
ертсе кай, илсе кай, çавăтса кай, хăвăласа кай; увести лошадь на водопой лашана шăварма çавăтса кай

угнать

глаг. сов.
хăвăласа кай, илсе кай, вăрласа кай; у него угнали машину унăн машинине вăрласа кайнă

унести

глаг. несов.
1. илсе кай, çĕклесе кай, йăтса кай; унести мешок в амбар миххе кĕлете йăтса кай
2. 1 и 2 л. не употр. хăвăласа кай, илсе кай; ветер унёс облака çил пĕлĕтсене хăвăласа кайрĕ ♦ еле ноги унёс аран тарса хăтăлтăм

цитата

сущ.жен.
цитата, тĕслĕх, сыпăк (текстран илни); привести цитату цитата илсе кăтарт

цитировать

глаг. несов.
цитатăла, цитата илсе кăтарт

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

абстракция

абстракци (1. япаласен тĕп уйрăмлăхĕсене е тĕп паллисене палăртас тĕлĕшпе çав япаласене тепĕр паллисенчен уйрăм илсе пăхни; 2. конкретлă мар ăнлану, пĕтĕмлетӳ).

аргументировать

аргументла, аргументсем илсе кăтарт, фактсемпе çирĕплетсе пар.

довести

-еду, -едёшь кого, что до чего сов., доводить, -жу несов. 1. ҫитер, ҫавӑтса ҫитер, илсе ҫитер; 2. туса ҫитер; довести дело до конца ӗҫе вӗҫне ҫитер; довести до сведения пӗлтер.

доставить

-влю кого, что сов., доставлять несов. илсе ҫитер, ҫитерсе пар, тӑрат, кӳр, илсе пырса пар.

доставка

илсе пырса пани, ҫитерсе пани, кӳрсе пани, леҫсе пани; доставка газеты на дом хаҫата киле пырса пани.

ёлка

1. пĕчĕкҫӗ чӑрӑш; 2. ёлка (Ҫӗнӗ ҫул пуҫламӑшӗнче пӳрте илсе кӗрсе илемлетнӗ чӑрӑш).

завести

-еду, пр. завёл, -ела кого, что сов., заводить, -ожу несов. 1. аяккалла, кирлӗ мар ҫӗре илсе кӗр, инҫе ҫӗре ертсе кай; 2. ҫула май кӗртсе яр (ачасене шкула); 3. туян; завести новое оборудование ҫӗнӗ оборудовани туян; 4. пуҫарса яр; 5. ӗҫе яр, ĕҫлеттерме пуҫла; завести мотор мотора ĕҫлеттерме пуҫла.

заморский

тинӗс леш енчи (хуласем); тинӗс леш енчен илсе килнӗ (тавар).

запастись

-сусь чем сов., запасаться несов. хатӗрлесе хур, илсе хур, янтӑласа хур.

затаскать

кого, что сов., затаскивать несов. 1. тӑхӑнса ҫÿресе ҫӗт (тумтире); 2. унта-кунта илсе ҫÿресе йӑлӑхтар.

захватить

-чу, -атишь кого, что сов., захватывать несов. 1. ывӑҫласа (мӑйӑр) ил; илсе кил, илсе кай (пӗрле ывӑлна); 2. туртса ил, йышӑнса ил (ҫӗре каялла тӑшмантан). 3. тыткӑна ил (тӑшмана); 4. хыпса ил (вут); 5. перен. интереслентер, хавхалантар (музыка).

индукция

индукци (каласа панӑ уйрӑм шухӑшсенчен пӗтĕмӗшле вывод патне илсе пыракан логика меслечӗ).

ирригация

каналсем тӑрӑх шыв илсе пырса ÿсентӑрана шӑварни.

купля

сутӑн илни; купля и продажа суту-илÿ, илсе сутни.

лимит

лимит (мӗнен те пулин чикӗллӗ виҫи, норми); лимит импорта импорт лимичӗ (ют ҫӗршывсенчен тавар миҫе тенкӗлӗх илсе килме юранине кӑтартакан цифра).

лифт

лифт (нумай хутлӑ ҫуртсенче ҫÿлти хутсене илсе улӑхтаракан машина).

мелочь

ж. 1. вак-тӗвек, вӗт-шак, вӗт-шакӑр, вӗтӗ япала; 2. вак укҫа; я по мелочам забрал у него деньги ваккӑнах илсе пӗтертӗм унтан укҫана; 3. кирлӗ-кирлӗ мар япала; мелочи жизни пурнӑҫ мыскарисем, пурнӑҫри пули-пулми япала.

монтаж

монтаж (1. машина пайӗсене хӑйсен вырӑнӗсене вырнаҫтарса машинӑна ӗҫе яни); 2. мӗнӗн те пулин пайӗсене суйласа илсе пӗр ҫӗре пӗрлештерни; литературный монтаж литература монтажӗ.

набирать

кого, чего, что несов. набирать, -беру сов. илсе тултар (кӗнеке), пуҫтар, пуҫтарса тултар, пух (ҫар), пухса хур (рабочисене); наборла, набор ту (кӗнекене , типографире).

навести

-веду что сов., наводить, -жу, -одишь, несов. навести на след йӗр ҫине илсе тух; наводить порядок йӗркене кӗрт, тирпейле; навести пушку тупӑпа тӗлле; наводить страх хӑратса пӑрах.

накупить

-плю, -пишь что и чего сов., накупать несов. илсе тултар (тавар).

ввиду

предлог с родит. п. шута илсе, асра тытса, пирки, пула.

вена

вена (юна чĕре патне илсе пыракан юн тымарĕсем).

вести

веду; пр. вёл, вела кого, что несов. 1. çавăт, çавăтса пыр, илсе кай (пыр); 2. ертсе пыр; вести хозяйство хуçалăха ертсе пыр; тытса пыр; вести знакомство паллашса пурăн; вести себя хăвна ху тыткала; и ухом не ведёт мăш та тумасть; мы ведём политику мира эпир мирлĕ политика тытса пыратпăр; вести переписку çыру çӳрет.

возить

вожу, возишь кого, что несов. турттар, кӳр; илсе (сетĕрсе) çӳре; возить снопы кӗлгге кӳр.

воскресение

1. чĕрĕлни; 2. çын вăй илсе хастар ĕçлеме тытăнни.

вынос

илсе тухни.

выноска

1. илсе тухни, илсе кăларни; 2. (сноска) страница айĕнче кӑтартни.

обводить

-жу кого, что несов., обвести, -веду сов. 1. йӗри-тавра илсе ҫавӑр; 2. йӗри-тавра чӗрсе (йӗр туса) тух; 3. йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑн; 4. йӗри-тавра хӳме тытса ҫаврӑн.

одумываться

несов., одуматься сов. тарӑнтарах шухӑшласа ил, тĕплӗрех тавҫӑрса илсе, мĕн тума шутланине пăрах.

опись

ж. опись (япаласене шута илсе ҫырса тухни; шута илсе ҫырса тухни япаласен списокĕ).

орошение

1. шӑварни, шыв сапни, каналсем тӑрӑх шыв илсе пыни; 2; ҫумӑр-юр мӗн чухлӗ ҫуни.

отвести

-еду кого, что сов., отводить, -ожу несов. 1. яр; ӑсатса хӑвар, леҫсе яр; 2. айккинелле илсе кай; 3. пӑрса яр, сирсе яр; отвести воду шыва пӑрса (урӑх ҫӗртен) яр; отводить свидетелей свидетельсене ан йышӑн, свидетель тунипе ан килĕш.

разбирать

несов., разобрать, -беру сов. 1. (пӗр-пӗр кӑткӑс япалана) сӳтсе пайӑн-пайӑн хурса тух; 2. илсе пӗтер; товар разобрали тавара илсе пӗтернӗ; 3. тирпейлесе вырнаҫтар, йӗркене кӗрт (кӗнекесене, хутсене); 4. пӑхса тухса (тишкерсе тухса) хак пар (пĕр-пĕр сочинение); 5. разбор ту (предложение).

раскупать

что несов., раскупить, -шло, -пишь, сов. (тавара) пĕчĕккĕнех илсе пĕтер.

расхватывать

кого, что несов., расхватать сов. васкаса илсе пĕтер (тавара).

рента

рента (капиталистсем пурлӑхран, ҫӗртен ӗҫлемесӗрех илсе таракан тупӑш).

руководиться

-жусь, -одишься чем несов. кӑтартса панӑ тăрăх ӗҫлĕ, правилӑсене шута илсе ӗҫле.

саквояж

саквояж (ҫул ҫинче илсе ҫӳремелли питӗркӗчлӗ сӑран хутаҫ).

скрупулёзный

вак-тӗвеке те шута илсе питӗ тӗплӗ, тӗрӗс тунӑ (анализ, сӑнав).

скупать

кого, что несов., скупить, -плю, -пишь сов. илсе тар, нумай илсе пăрах (тултар).

снимать

кого, что несов., снять, сниму сов. 1. илсе антар, ил; 2. хыв, хывса ил (пальто); 3. пух, пуҫтарса ил (хӑйма); 4. пух, пухса пуҫтарса ил; сняли хлеб с поля тырра уйрăм пуҫтарса кӗчӗҫ; 5. кӑлар, кӑларса пăрах (ыйтăва кун йӗркинчен); снять с работы ӗҫрен кӑлар; снимать фотоаппаратом сан ӳкер; снять пароход с мели пӑрахута ӑшӑх вырӑнтан (хӑйӑр ҫинчен) туртса кӑлар; снять план города хула планне ӳкерсе ил; снять квартиру хваттер йышӑн; снять мерку виҫе ил; как рукой сняло пĕтĕмпех иртсе кайрĕ (ыратми пулчĕ).

снос

1. мн. нет куҫарни, куҫарса илсе кайни; продают амбар на снос амбара куҫарса каймалла сутаҫҫӗ.

совокупность

мн. нет мӗнпурӑшӗ, пурĕ пĕрле; по совокупности доходов обложить налогом мӗнпур тупӑшне шута илсе налог хур.

соразмерно

чухласа, шута илсе, кура.

ссылка

2. (пӗр-пӗр ыйту тӑрӑх кӗнеке е цитата) илсе кӑтăртни.

съёмка

1. простор. илсе антарни (кӗнекесене), пуҫтарни (хӑйма), татса пуҫтăрни (улма); 2. сӑн ӳкерни, ӳкерчӗк туни, ӳкерни (кинофильм) .

шапочный

шапочная мастерская ҫӗлӗк мастерскойӗ; шапочное знакомство кӑшт ҫеҫ паллашни, урамра курсан, ҫӗлӗке илсе иртсе кайни; приходить к шапочному разбору кая юлса ҫит.

экзотический

экзотикӑллӑ (кунта ҫук, ют ҫӗршывран илсе килнӗ); экзотическое растение ют ҫӗршывран кӳрсе килнӗ ӳсентӑран.

экспансия

экспанси (ют ҫӗршыва туртса илсе государствӑн чиккине аслӑлатма туртӑнни).

экспроприация

экспроприаци (1. государство влаҫӗ камӑн та пулин пурлӑхне вӑйпа туртса илни; 2. революци ӗҫӗ валли государство склачӗсенчен, банкӗсенчен хӗҫпӑшал, укҫа вӑйпа туртса илни); экспроприация экспроприаторов экспроприаторсене экспроприацилени (пролетарилле революци хыҫҫӑн буржуазипе пӗр улпучӗсенчен пӗтӗм производство хатӗрӗсене — фабрикӑсене, банксене, ҫӗрсене ирӗксӗр туртса илсе социализмла харпӑрлӑх туса хуни).

перебирать

несов., перебрать, -беру сов. 1. пӑхса тух; иртсе пĕтер (варени пӗҫермелли ҫырлана), суйла-суйла майлаштар; 2. камран та пулсан пӗчӗккӗн укҫа, тырӑ илсе тултар; перебирать на гуслях струны кӗслен хӗлӗхӗсене тӗрӗслесе турткаласа тух; перебрать избу пӳрте ватса ҫӗнӗ пĕренесем хушса юса!

перебор

кирлинчен ытлашши; илсе тултарни.

перекупщик

усламҫӑ (тавара йӳнӗ хакпа илсе хаклӑраха сутакан çын, спекулянт).

перепечатка

ҫӗнӗрен (тепĕр хут) пичетлени, пичетлесе кӑларни, пĕр хаҫатран илсе тепĕр хаҫатра пичетлесе кӑларни.

перепродажа

илнӗ (тавара) ҫӗнӗрен сутни, илсе сутни (тупӑш илесшĕн).

перепродать

-ам что сов., перепродавать несов. илсе сут, (илнĕ тавара) сутса яр (тепĕр хут сут).

плагиат

плагиат (ҫын ҫырнине çырса илсе хӑй ячӗпе пичетлесе кӑларни).

повлечь

-ку, -чёшь что сов. 1. сĕтĕрсе пыр; 2. ху хыҫҫӑн илсе кил (инкек-синкек).

подвести

-еду кого, что сов., подводить, -жу, -одишь несов. 1. ҫавӑтса пыр, илсе пырса кӑтарт; 2. хыв; подвести каменный фундамент под дом ҫурт айне чул никĕс хыв; 3. подвести брови куҫ харшине хурат; 4. ултала; он меня подвёл вăл мана улталарӗ (хӑй шантарнӑ пек тумарĕ).

подносить

-ошу кого, что несов., поднести, -несу сов. 1. илсе. пыр; 2. патне пырса пар, пырса тыттар; гостям поднесли цветы хӑнасене чечексем парса тухрӗҫ.

подписка

ҫырӑнни (хаҫат илсе тӑма); мĕн ''(те пулин тума шантарса, ҫырса сӑмах пани.

подхватить

кого, что сов. подхватывать несов. ярса ил, тыт, ярса тыт, ярса илсе ҫӗкле; 2. ҫаклат; подхватить грипп грипп ҫаклат; 3; (кам хыҫҫӑн та пулин) харӑс юрлама тытăн.

получать

что несов., получить, -чу сов. 1. ил (çыру), илсе тăр (хаҫат); 2. ту, кӑлар (нефтьрен краҫçын); 3 туян (чир).

похищать

кого, что несов., похитить, -хищу сов. вӑрлама, вăрласа кайма, вӑрттӑн илсе кайма.

представлять

кого, что несов., представить, -влю сов. 1. илсе килсе пар, тӑрат (отчёт); 2. паллаштар; я его представил министру эпӗ ӑна министрпа паллаштартӑм; 3. представить к награде лайӑх ӗҫленĕшӗн награда илмелле ту.

приблизить

-жу кого, что сов., приближать несов. 1. ҫывхарт, ҫывхартса кӑтарт, ҫывӑхарах, патнерех илсе пыр (производствӑна чӗртавар (сырье) тӑвакан ҫӗрелле); 2. кама та пулин ҫывӑх çын, шанса тăракан çын ту.

прибытие

килни, килсе çитни; прибытие поезда поезд килни, илсе çитни.

привезти

-зу что сов., привозить, -ожу; -озишь сов. турттарса кил, илсе кил, кÿрсе кил.

привести

-еду кого, что сов., приводить, -ожу, -одишь, несов. ҫавӑтса кил; илсе кил, ертсе кил; привести в исполнение ӗҫе кӗрт, пурнӑҫла; привести к присяге присяга партар; приводить в порядок майла, майлаштар, йӗркеле, йĕркене кĕртмелле; привести на память аса илтер.

привод

1. илсе килни; 2. арестлесе илсе пыни; 3. машинӑн ҫавăрттаракан вӑйне тепĕр машина ҫине куҫаракан механизм.

привоз

1. турттарса килни, илсе килни, купи (тавар); илсе килнĕ (тавар)

применительно

кура, шута илсе; применительно к новым условиям ҫӗнĕ условисене кура, ҫӗнĕ условисене шута илсе.

примениться

к кому, к чему сов., применяться несов. мĕне те пулин шута илсе, мĕнпе те пулин (вырӑнти условисемпе) килĕшÿллĕ ту, ӗҫле.

принести

-су кого, что сов., приносить, -шу, -осишь несов. 1. илсе кил, килсе пар, кур, кÿрсе пар (шыв); 2. туса пар; свинья принесла 12 поросят сысна 12 ҫӑвӑр туса пачĕ; принести присягу присяга çи, пар, присяга тыт; принести пользу усӑ пар; усӑ кӳр; принести благодарность тавту.

приступ

1. ҫар ҫыннисем хулана (крепоҫа) йĕри-тавра ҫавӑрса илсе ҫапӑҫни, атака, штурм; 2. пит вӑйланса ҫитни (чир); приступу нет ҫывӑхне те пыма ҫук, яхӑнне те ямасть.

провезти

-езу кого, что сов. провозить, -ожу, -озишь несов. 1. турттарса иртсе кай (пирӗн умран), лартса илсе ҫитер; 2. пӗр-пĕр япала ӑшне (чӑматана, миххе) хурса чиксе кай (кĕнекесене); провозить собак в вагоне трамвая воспрещается йытӑсене трамвай вагонне лартса ҫӳреме юрамасть.

проводить

-ожу -одишь кого, что несов., провести, -еду сов. 1. ӑсат, ӑсатса яр, ертсе илсе кай, илсе тух (ҫар огродне вăрман витĕр); 2. хыв, кĕрт; провести дорогу çул хыв; проводить электричество электричество кĕрт; 3. пурнӑҫа кĕрт (решение), туса ирттер (ҫураки); 4. вӑхӑт ирттер; 5. ултала(ма), ларт(ма); его не проведёшь ӑна улталаймӑн; 6. сӑтӑр, сăтӑрса ил; он привёл рукой по затылку вӑл ӗнсине сӑтӑрса илчĕ.

частник

частник (хăй таварсем илсе сутă тăвакан).

таможня

таможня (ют патшалăхран килекен таварсенчен пошлина илсе тата чикĕ урлă куçарма юраман таварсене тĕрĕслесе тăракан учреждени).

цитировать

, -рую кого, что несов., процитировать сов. цитата ил, цитата илсе кала, цитата çырса ил.

фактор

фактор (ĕçе малалла илсе пыракан вăй, сăлтав).

факультативный

факультативлă (студент хăй суйласа илсе итлекен обязательнăй мар курс (предмет).

увлекать

кого, что несов., увлечь, -еку, -чёшь сов. 1. илсе кай (пĕренене шыв); судьба увлекла меня в Швейцарию шăпа мана Швейцарие илсе çитерчĕ; 2. интереслентер, ху енне çавăр, ху майлă ту, хăвăнтан хăпми ту, илĕрт, хăвна юраттар.

увозить

-жу, -зишь кого, что несов., увезти, -зу сов. тиесе кай, турттарса кай, лавпа илсе кай, лартса кай.

уносить

-шу, -сишь кого, что несов., унести, -су сов. илсе кай, çĕклесе кай.

утащить

-тщу кого, что сов., утаскивать несов. 1. сĕтĕрсе кай, йăтса кай; 2. разг. вăрттăн илсе кай, вăрласа кай, хĕстерсе кай; 3. вăйпа илсе кай, сĕтĕрсе кай (хăнана).

багаж

мн. нет багаж (çул çине илсе тухнă кирлĕ япаласем); умственный багаж пĕлӳ сапасĕ, мĕнчухлĕ пĕлни.

баклага

, баклажка баклажка (салтаксен çула шыв илсе çӳремелли алюминирен тунă савăт).

баланс

баланс (тупăшпа тăкака пĕтĕмпе илсе танлаштарни).

бередить

, бережу, -дишь что несов., разбередить сов. суранлат, сурана сĕртĕнкелесе ыраттар; бередит старые раны (сердечные) йывăр, хуйхăллă япаласем çинчен аса илсе чĕрене суранлантарать.

блокада

блокада (тăшман крепоçне, хулине е пĕтĕм çĕршывне çарпа хупăрласа илсе тăни).

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

алименты

м. алимент; платить алименты алимент тӳлесе тăр; получить алименты алимент илсе тăр.

аттестат

м. аттестат (1. шкултан вĕренсе тухнине çирĕплетекен документ; 2. наука енĕпе тивĕçлĕ ят пани çинчен калакан свидетельство; 3. çар çыннине укçа, тумтир, апат-çимĕç илсе тăма паракан документ; 4. çар çыннин çемйине укçа илсе тăма паракан документ; 5. выльăхсен ăратлăхне кăтартакан хут).

барьер

м. 1. спорт. барьер (сиксе каçмалли лутра хӳме); пробежать 110 метров с барьерами барьерсем урлă сиксе 110 метр чупса тух; 2. (невысокая перегородка) лутра пӳлмек, хӳмĕ; 3. перен. барьер, хӳмĕ, чăрмав; таможенный барьер эк. таможня барьерĕ (ют çĕршывсенчен илсе килекен таварсене пысăк пошлина хуни); тепловой барьер косм, ăшă барьерĕ.

бюджетный

прил. бюджет ⸗ĕ [⸗и]; бюджетный год бюджет çулталăкĕ; бюджетная организация бюджет организацийĕ (государство бюджетĕнчен укçа-тенкĕ илсе тăракан организаци).

вандал

м. 1. мн. вандалы ист. вандалсем (Рим империйĕн пайне тата Рим хулине тытса илсе аркатса тăкнă герман йăхĕсем); 2. вандал (культурăна ăнланман, ăна хисеплеме пĕлмен çын).

ввести

сов. 1. кого-что кĕрт, илсе кĕрт; яр; ввести войска в город çарсене хулана кĕрт; ввести корабль в гавань карапа гаване кĕрт; ввести глюкозу в вену венăна глюкоза яр; 2. кого-что (включить в число кого-чего-л.) кĕрт, йышăн; ввести в состав комиссии комисси составне кĕрт; ввести в свою семью хăвăн çемйӳне йышăн; 3. кого-что (привести в какое-л. состояние) ввести в обман ултала; ввести в заблуждение тĕрĕс мар ăнлантар; ввести в расход тăкаклантар; 4. что (установить, внедрить) пурнăçла, пурнăçа кĕрт; ввести новые методы çĕнĕ меслет йышăн; 5. что ĕçе яр, хута яр, йышăн; ввести в эксплуатацию электростанцию электростанцие ĕçе яр; ввести во владение (или в наследство) ...çине куçар (çурт-йĕре); ввести в дом (познакомить) паллаштар; ввести в курс дела ĕçпе паллаштар.

вести

несов. 1. кого-что çавăтса пыр; вести лошадь под уздцы лашана йĕвенĕнчен çавăтса пыр; 2. кого-что (идти во главе) ертсе пыр; вести войска çара ертсе пыр; 3. что (управлять движущимся предметом) тытса пыр; вести самолёт самолёт тытса пыр; 4. (руководить кем-чем-л.) ертсе (е тытса) пыр; вести семинар семинара ертсе пыр; вести домашнее хозяйство килти хуçалăха тытса пыр; вести лекционный курс лекцисем вула; 5. что (перемещать по поверхности) шутар, йĕрле, йĕрлесе пыр; вести указкой по карте указкăна карттă тăрăх шутарса пыр; 6. (иметь направление) кай, илсе кай; дорога ведёт в горы çул тусем хушшинелле кĕрсе каять; 7. перен. (влечь за собой) кӳр, илсе çитер (е пыр); неосторожность с огнём ведёт к беде вутпа асăрханусăр пулни инкек кӳрет; 8. что (производить, осуществлять): вести борьбу кĕреш; вести разговор калаç; вести переписку хут çӳрет; вести протокол протокол çыр; вести переговоры калаçу ирттер; ◇ вести себя хăвна ху тыткала; вести начало пулса кай; и ухом не ведёт хăнк та тумасть.

водить

несов. 1. кого-что ертсе (е çавăтса) çӳре, çӳрет; ертсе пыр; водить детей на прогулку ачасене уçăлма илсе тух; водить в школу шкула çӳрет; водить полк в атаку полка атакăна ертсе кай; 2. что (управлять движущимся предметом) тытса пыр, çӳре; водить трактор трактор тытса пыр; тракторпа çӳре; 3. чем, по чему (двигать чем-л. по поверхности) шутар, йĕрле; водить карандашом по книге кăранташпа кĕнеке тăрăх йĕрлесе пыр; водить за нос ултала; водить хороводы карталанса вăйă выля (юрласа-ташласа).

вон

разг. 1. нареч. аяккалла, тулалла; вынести вещи вон япаласене тулалла илсе тух; выйти вон тух; 2. в знач. межд. сирĕл!, тасал!; вон отсюда! тасал кунтан!; из ума вон манса кайнă; из рук вон плохо см. href='/s/рука'>рука.

воспоминание

с. 1. аса илни, асаилӳ, аса килни; воспоминания детства ача чухнехине аса илни; предаться воспоминаниям аса илсе шухăша пут; 2. мн. воспоминания асаилӳсем; писать воспоминания асаилӳсем çыр.

всякий

мест. опред. 1. (каждый, любой) кашни, кирек кам та, такам та; по всякому поводу кирек епле сăлтавпа та; эту книгу всякий прочтёт ку кĕнекене такам та вулать; 2. (разный, всевозможный) темĕн те пĕр, пур, тĕрлĕ; говорить всякий вздор пур лăпăр-лапăр çинчен калаç; накупить всякого товара темĕн те пĕр илсе тултар; люди всякое говорят çынсем тĕрлĕ калаçаççĕ; всякая всячина темĕн те пĕр; во всяком случае кирек мĕнле пулсан та; на всякий случай кирек мĕн пуласран, сыхлăх ятне.

выбрать

сов. 1. кого-что суйла, суйласа ил; выбрать товар тавар суйла; 2. что (очистить, отсортировать) ирт, суйла; выбрать ягоды çырла ирт; 3. кого-что (выделить голосованием) суйла, суйласа ларт; выбрать президиум президиум суйла; 4. что (извлечь всё) илсе пĕтер, кăлар; выбрать товар со склада складран тавар илсе пĕтер; выбрать сети из воды тетеле шывран кăлар; 5. что, разг. (улучить время, день, час и т. п.) туп; выбрать подходящий момент кирлĕ вăхăт туп.

вывезти

сов. кого-что 1. (увезти за пределы чего-л.) кăлар, турттарса тух (е кăлар, кай, кил); вывезти из леса вăрмантан турттарса тух; вывезти за границу çĕршыв тулашне (е ют çĕршывсене) турттарса кай; 2. (доставить куда-л.) кăлар, турттарса кăлар (е тух); вывезти овощи на рынок пахча-çимĕçе пасара турттарса тух; вывезти удобрения на поля удобрени кăлар; 3. перен. прост. (выручить) пулăш, хăтар; нас вывез счастливый случай пире телей кăна пулăшрĕ; ◇ вывезти в свет çын çине илсе тух (пĕве çитнĕ улпут хĕрĕсем çинчен); вывезти на себе или на своих плечах йывăрлăха ху çине ил.

вывести

сов. 1. кого-что (увести откуда-л.) илсе (е çавăтса) тух; вывести коня из конюшни лашана витерен çавăтса тух; вывести войска из города çарсене хуларан кăлар; 2. кого (исключить): вывести из состава правления правлени составĕнчен кăлар; 3. что (сделать вывод) кăлар, пĕр-пĕр шухăш патне пыр, вывод ту; вывести формулу формула кăлар; вывести общее заключение пĕтĕмĕшле шухăш патне пыр; 4. кого (произвести на свет детёнышей о птицах) кăлар; вывести птенцов чĕпĕ кăлар; 5. кого-что (вырастить) ӳстер, ĕрчет; вывести новую породу скота çĕнĕ ăратлă выльăх ӳстер; 6. что (построить) ту, ларт, туса ларт; вывести новый дом çĕнĕ çурт ларт; 7. кого-что (истребить) пĕтер; (очистить) тасат, яр; вывести мышей шăшисене пĕтер; вывести пятно вараланă вырăна тасат; 8. что (старательно написать, нарисовать, спеть) тăрăшса çыр (е ӳкер, юрла); вывести каждую букву кашни саспаллине тăрăшса çыр; 9. кого-что (изобразить в литературном произведении) сăнла, сăнарла, ӳкер; вывести наружу что-л. çиеле кăлар; вывести в люди кого-л. çын ту; вывести из себя тарăхтарса çитер; вывести из строя см. строй; вывести из терпения тарăхтарса çитер; вывести на дорогу тĕрĕс çул çине кăлар; вывести на чистую (или свежую) воду кого-л. тăрă шыв çине кăлар; вывести на орбиту орбитăна кăлар.

выжать

сов. что 1. пăчăртаса кăлар (е сăрăхтар); пăр, пăрса типĕт; выжать сок из яблок панулми сĕткенне пăчăртаса кăлар; выжать бельё кĕпе пăр; 2. перен. (с трудом извлечь, получить) ил, илсе пĕтер; выжать из машины всё, что можно машинăпа май пур таран усă кур; 3. спорт. çĕкле, хăпарт; выжать штангу штанга çĕкле.

выкачать

сов. что 1. уçласа кăлар; выкачать воду шыва уçласа кăлар; 2. перен. прост. илсе пĕтер, уçласа ил, çарат.

вынести

сов. 1. кого-что илсе тух, кăлар, йăтса тух, йăтса (е çĕклесе) кăлар; вынести мебель из комнаты сĕтел-пукана пӳлĕмрен кăлар; вынести на продажу сутма илсе тух; 2. что (предложить для обсуждения) тăрат, ларт; вынести вопрос на собрание ыйтăва пухура сӳтсе явма ларт; 3. кого-что (унести, умчать куда-л.) илсе тух (е кăлар), вĕçтерсе тух (е кăлар); лошади вынесли сани на дорогу лашасем çунана çул çине илсе тухрĕç; 4. кого-что (выбросить течением и т. п.) кăларса пăрах, çĕклесе кăлар; юхтарса кай; волна вынесла плот на берег хум сулла çырана кăларса пăрахрĕ; лодку вынесло течением в открытое море юхăм кимме уçă тинĕсе юхтарса кайрĕ; 5. что (извлечь из чего-л.) туян, пыр (пĕр-пĕр шухăш е туйăм патне); вынести убеждение çирĕп шухăш тыт; вынести хорошее впечатление о ком-чём-л. кăмăла кай (кам е мĕн те пулин); 6. что (выставить вперёд) çĕкле, тăс, кăнтар; вынести правую руку сылтăм алла малалла тăс; 7. что (перенести) чăт, тӳс, чăтса (е тӳссе) ирттер; 8. что йышăн (пĕр-пĕр ĕç тума); вынести решение решени йышăн; вынести благодарность тав ту; вынести на своих плечах пĕтĕмпех хăвăн çине ил.

вытащить

сов. 1. кого-что туртса кăлар (е тух), сĕтĕрсе кăлар (е тух), йăтса (е çĕклесе, илсе) тух, кăлар; вытащить ящик стола сĕтел сунтăхне туртса кăлар; вытащить судака шăла пулă туртса кăлар; вытащить зуб шал кăлар; вытащить занозу шăрпăк кăлар; 2. кого-что, разг. (украсть) кăларса ил, йăкăрт.

двигать

несов. 1. что (перемещать) вырăнтан тапрат, куçар, шутар, сиктер, хускат, хускантар; двигать шкаф шкаф куçар; 2. чем (шевелить) вылят, тапрат, хускат, сиктер; двигать пальцами пӳрнесене вылят; кого-что, перен. (направлять) ертсе пыр,илсе кай; 4. что, перен. (содействовать развитию) аталантар, аталанма пулăш; двигать науку наукăна аталантар; 5. что (приводить в движение) кусакан ту, каякан ту, ĕçлекен ту; 6. кого-что, перен. (побуждать) хавхалантар, хăпартлантар; им движет чувство любви ăна юрату туйăмĕ хавхалантарать.

дебит

м. дебит (пĕр-пĕр вырантан палăртнă вăхăт хушшинче илсе тăракан шыв, газ е мĕнле те пулин урăх шĕшекĕн хисепĕ); дебит артезианского колодца артезиан çăлĕ паракан шыв хисепĕ.

дивиденд

м. дивиденд (пĕр-пĕр предприятие хывна капитала кура унăн хуçисем илсе тăракан услам).

дистрофия

ж. дистрофи (органсемпе тканьсем апат илсе тăрасси пăсăлни).

до⸗

приставка 1. глаголсем çумне хушăнсан: а) ĕçе вĕсне çитиччен тунине пĕлтерет: дочитать вуласа пĕтер; дозвониться шăнкăравласа тыт; б) нормăччен виçене çитиччен тултарнине пĕлтерет: докупить илсе çитер; 2. паллă ячесенче «⸗ичченхи», «пулса иртичченхи» пĕлтерĕше кăтартать: дореволюционный революцичченхи; 3. паллă ячĕсен кĕске форми çумне хушăнсан, мĕнлелĕхе пĕлтерет: досуха типиччен.

довезти

сов. кого-что илсе çитер, турттарса çитер; довезти до дому киле илсе çитер.

довести

сов. 1. кого-что (доставить) илсе çитер, çавăтса (е ертсе) çитер; довести до дому киле илсе çитер; 2. что (привести в какое-л. состояние) çитер, туса çитер, туса пĕтер; довести до нищеты çука хăвар; 3. что (провести, проложить) туса хывса) çитер, ту, хыв; довести железную дорогу до города чугун çула хула патне хывса çитер; ◇ довести до сведения пĕлтер.

докупить

сов. что, чего илсе (е туянса) çитер, илсе (е туянса) тултар; татах ил; докупить метр сукна пĕр метр пустав илсе çитер, татах тепĕр метр пустав ил.

донести

сов. 1. кого-что (доставить ку-да-л.) çĕклесе çитер, йăтса çитер; донести вещи до вагона япаласене вагон патне йăтса çитер; 2. что (сделать слышным, ощутимым) илсе кил, илсе çитер; ветер донёс звуки музыки çил музыка сасси илсе килчĕ; 3. разг. (быстро довезти) хăвăрт илсе çитер, çил пек илсе çитер.

дополучить

сов. что илсе пĕтер, илсе çитер.

доставить

сов. 1. кого-что, чего илсе çитер, леçсе пар, кӳрсе пар, çитерсе пар; доставить на дом киле илсе çитер, киле çитерсе пар; 2. что (причинить, вызвать) кӳр; его приезд доставил мне большую радость вăл килни мана хытă савăнтарчĕ; 3. что (предоставить) пар; доставить покой канăç пар.

доставка

ж. леçсе пани, пырса пани, илсе пырса пани; с доставкой на дом киле пырса парса.

забрать

сов. 1. кого-что (взять) ил, илсе кай (е кил, тух); забрать книги с собой кĕнекесене хăвпа пĕрле ил; забрать товаров рублей на двадцать пĕр çирĕм тенкĕлĕх тавар ил; забрать его из больницы ăна больницăран илсе кай; забрать семью в город çемьене хулана куçарса кай; забрать власть влаçа ил; забрать в солдаты салтака ил; 2. кого-что, разг. (захватить) ил, тытса (е ярса, туртса) ил, илсе кай; неприятель забрал город тăшман хулана тытса илнĕ; забрать в плен тыткăна ил; 3. кого-что (присвоить, отнять) ил, чик, хĕстер, хĕстерсе кай (ют япалана); 4. кого-что (арестовать) тыт, тытса кай; его забрал патруль ăна патруль тытнă; 5. что (сузить, ушить) ил, пĕр, ансăрлат, кĕскет; забрать ширину анлăшне ил, ансăрлат; забрать длину тăршшĕне ил, кĕскет; 6. что (засунуть, заправить) чик, хĕстер, пуçтар, пуçтарса чик; забрать рубашку в брюки кĕпе аркине шăлавар ăшне пуçтарса чик; забрать волосы в узел çӳçе пуçтарса çых; 7. без доп. (уклониться, отклониться) ил, пар, пăрăн; хăпар; забрать вправо сылтăмалла ил; забрать в сторону аяккалла пăрăн; 8. чем (заделать) питĕр, çап, питĕрсе хур, çапса ларт; забрать окно досками чӳречене хăмапа çапса ларт; ◇ забрать силу вăй ил, хуçаланма тытăн; страх забрал сехре хăпрĕ; охота забрала кăмăл туртрĕ; за живое (или за душу, за сердце) забрало чуна (е чĕрене, ăша) кайса тиврĕ; забрать (себе) в голову шут тыт.

забросить

сов. 1. что (бросить, кинуть) ывăт, ывăтса яр, пăрах, пер, персе кĕрт; забросить мяч в сетку мечĕке сеткăна персе кĕрт; забросить сеть тетел яр; 2. кого (заставить очутиться) хăваласа яр (е кай, кил), илсе çитер; судьба забросила меня в далёкие страны шăпам мана инçетри çĕршывсене илсе çитерчĕ; 3. что (откинуть, заложить) çак, урт, уртса яр; забросить руку за спинку стула алла пукан хыçне яр; забросить ружьё за плечо пăшала çурăм хыçне çакса яр; 4. что (перестать заниматься) пăрах; забросить учёбу вĕренме пăрах; забросить книги кĕнеке вулама пăрах; 5. кого-что (доставить, завезти) илсе кил (е кай); леç, леçсе хăвар; çитерсе хăвар; забросить разведчиков в тыл врага разведчиксене тăшман тылне çитерсе хăвар.

завезти

сов. 1. кого-что (привезти попутно) çитерсе хăвар, кĕртсе хăвар, парса хăвар (çула май); 2. кого-что (привезти издалека) илсе кил, турттарса кил; 3. кого-что (увезти очень далеко) кайса яр, илсе кайса яр, илсе кĕрсе яр; илсе килсе яр; 4. что, разг. (доставить) турттарса кил (е кай, пыр), тиесе кил (е кай, пыр), лес; в магазин завезли товары магазина тавар турттарса килнĕ.

завести

сов. 1. кого (увести, привести) ертсе кай, илсе кай (е кил, кĕр); 2. кого, разг. (отвести попутно) ярса хăвар, кĕртсе хăвар, леçсе хăвар (çула май); завести ребёнка в детсад ачана ача садне кĕртсе хăвар; 3. что (отвести движением часть тела) пар, çавăрса тыт, яр (аяккалла, хыçалалла); завести руку назад алла хыçалалла çавăрса тыт; 4. что (устроить, основать, обзавестись чем-л.) çавăр, туян, ларт, уç; завести овец сурăх туянса яр; 5. что (установить, ввести) ту, йăлана кĕрт; завести новые порядки çĕнĕ йĕрке туса хур; 6. что (начать) тапрат, пуçла; завести разговор сăмах тапрат; 7. что (привести в действие механизм) яр; завести часы сехет яр; ◇ завести тесто чуста ларт (е хур); завести глаза см. закатить; завести в тупик аптратса çитер; йывăрлăха кĕртсе ӳкер.

загруженность

ж. 1. (обеспеченность грузом) тиесе тултар ни, тиевлĕ пулни, тулли пулни; 2. перен. разг. (степень занятости) ĕç парса (е илсе) тултарни.

загружённость

ж. 1. (обеспеченность грузом) тиесе тултар ни, тиевлĕ пулни, тулли пулни; 2. перен. разг. (степень занятости) ĕç парса (е илсе) тултарни.

заживиться

сов. ӳт ил, ӳт илсе лар, тӳрлен.

закинуть

сов. 1. что (забросить) пер, пăрах, ывăт, яр, ывăтса (е персе, пăрахса) яр; закинуть мяч за забор мечĕке хӳме урлă ывăтса яр; закинуть ключ на полку çăраççине çӳлĕк çине пăрахса яр; закинуть сеть тетел яр; 2. кого, перен. (заставить оказаться где-л.) хăваласа кай (е кил), илсе кай (е кил); кайса яр, килсе яр; судьба закинула меня сюда мана шăпам илсе килчĕ кунта; 3. на что, за что çак, çакса яр, çаклат, çаклатса яр; урт, уртса яр; тăхăнтарт, тăхăнтартса яр; закинуть мешок за спину çурăм хыçне михĕ уртса яр; 4. что (переместить): закинуть ногу на ногу ура явса лар; закинуть назад голову пуçа каçăрт; закинуть назад руки алăсене хыçалалла тыт; закинуть назад волосы çӳçĕ хыçалалла яр (е каялла çавăрса хур); ◇ закинуть удочку шахвăрт, сăмах вăлт, вăлтса калаç.

закупить

сов. что, чего сутăн ил, илсе хур, туянса хур, илсе тултар; закупить дров на зиму хĕл каçмалăх вутă илсе хур.

закупка

ж. сутăн илни, илсе пухни; план закупок сутăн илмелли план.

закупщик

м. закупщик, илсе пухакан.

занести

сов. 1. кого-что (принести) илсе кил (е кĕр), илсе килсе пар (е хур), кĕртсе пар (е хур), леçсе пар; занести книгу в библиотеку библиотекăна кĕнеке леçсе пар; судьба занесла меня в Сибирь шăпам мана Çĕпĕре илсе çитерчĕ; 2. что (записать) çырса хур, кĕрт; занести в список списока кĕрт; занести в протокол протокола çырса хур; 3. что (поднять или отвести в сторону) çĕкле; пăрса кĕр, илсе кĕр; занести руку для удара çапас тесе алла çĕкле; занести ногу на ступеньку картлашка çине ярса пус; 4. кого-что (засыпать) шăлса кай (е ларт), тултар, тултарса ларт, хӳ, хӳсе кай (е ларт — сăм. юр, хăйăр); дорогу занесло снегом çула юр шăлса кайнă.

затащить

сов. разг. 1. что (втащить) сĕтĕрсе кĕр, çĕклесе кĕр, йăтса кĕр; 2. что (унести) сĕтерсе кай, çĕклесе кай, йăтса кай; З. кого, перен. разг. (привести) илсе (е çавăтса, сĕтĕрсе) кĕр; он затащил меня к себе вăл мана хăй патне илсе кĕчĕ.

затовариться

сов. 1. (обеспечить себя товарами в избытке) тавар кӳрсе тултар, тавар илсе тултар; 2. (скопиться в большом количествео товарах) сутăнмасăр пухăнса тăр (е вырт).

затянуть

сов. 1. что (стянуть) туртса çых; хытă туртăнтар; затянуть узел туртса çых; затянуть супонь чӳлĕк туртса çых; 2. кого-что (засосать) турт, туртса кĕр (е ил), çăт, çăтса яр, ĕм, ĕмсе ил (е яр); болото затянуло корову шурлăх ĕнене çăтса янă; 3. кого, разг. (завлечь) хутшăнтар, явăçтар (ирĕксĕр), çыхлантар; затянуть в дурную компанию начар ушкăна явăçтар; 4. что (закрыть) вит, витсе ларт (е хур), хупла, хупласа хур (е ларт), карса ил (е ларт); хупăрласа ил (сăм. çумăр пĕлĕчĕсем); мороз затянул озеро льдом сивĕ кӳлле пăрпа хупласа хучĕ; 5. что, безл. (зажитьо ранах) тӳрлен, ӳт ил, ӳт илсе лар (суран); 6. что (задержать, замедлить) тăс, вăраха яр, вăрăма яр; затянуть дело ĕçе вăраха яр; 7. что, тех. пăрса ларт, хытарса ларт (гайкăна).

затянуться

сов. 1. (завязаться) хытă çыхăнса лар, пурăнса лар, тĕвĕленсе лар, йăлланса лар; узел затянулся тĕвĕ пурăнса ларнă; 2. (туго стянуться) туртса çых; туго затянуться ремешком чĕн пиçиххине хытă туртса çых; 3. чем (покрыться) витĕн, витĕнсе лар, хуплан, хупланса лар; айне пул; солнце затянулось тучами хĕвел çумăр пĕлĕчĕсемпе хупланнă; 4. (зажитьо ране) тӳрлен, тӳрленсе лар, ӳт ил, ӳт илсе лар (суран); 5. (замедлиться, задержаться) тăсăл, вăраха кай (е пыр, тăсăл), вăрăма кай (е пыр, тăсăл); собрание затянулось пуху вăраха пычĕ; 6. (вдохнуть в себя при курении) ăша ил (табак тĕтĕмне).

захватить

сов. 1. кого-что (взять) ывăçласа ил, ăсса ил, хыпса ил, ярса ил (е тыт); захватить горсть снегу юр ывăçласа ил; 2. кого-что (взять с собой) ил, илсе кай (е кил, кĕр, тух, пыр); захватить с собой документы хăвпа пĕрле документсем ил; 3. кого-что (взять силой, овладеть) ярса ил, тытса ил, çавăрса ил, туртса ил; захватить власть влаçа ярса ил; 4. что (занять, охватить) çавăрса ил, хупласа ил, йышăн; туман захватил низину айлăма тĕтре хупласа илнĕ; 5. кого-что (сильно увлечь) çавăрса ил, тытканла, касаклантар, интереслентерсе яр; меня захватила музыка мана музыка тыткăнларĕ; 6. кого-что, разг. (застать, застигнуть) çит, килсе çит (е кĕр), пырса çит (е кĕр), килсе çап, ĕлкĕр; захватить врасплох кĕтмен çĕртен килсе çит (е кĕр); нас захватил дождь пире çумăр килсе çапрĕ; 7. что, разг. (принять предупредительные меры): захватить пожар в самом начале пушара хыпса илнĕ вăхăтрах сӳнтерсе ларт; ◇ дух (или дыхание) захватило сывлăш пӳлĕнсе ларчĕ.

индивидуализировать

сов. и несов. кого-что индивидуализациле (мĕне те пулин, вăл хăйне евĕр пулнине шута илсе, ытти япаласенчен е явленисенчен уйăр).

исходить

несов. 1. от кого, из чего тух, тухса кай; слух исходит от него сас-хура унран тухать; 2. из чего (основываться на чём-л.) шута илсе ту, никĕсе хурса ту; нужно исходить из решения собрания собрани йышăннине шута илсе тумалла.

какой-нибудь

мест, неопр. 1. пĕр-пĕр, мĕнле те пулин; принеси мне какую-нибудь книгу мана мĕнле те пулин кĕнеке илсе килсе пар-ха; 2. разг. (с числительными и названиями мерприблизительно, не больше) пĕр, яхăн, таран, ытла мар; пек çеç; каких-нибудь три месяца осталось виçĕ уйăх пек çеç юлчĕ; 3. разг. (не стоящий внимания) пĕр-пĕр; надень какой-нибудь старый пиджак пĕр-пĕр кивĕ пиншак тăхăнса яр.

кастелянша

ж. кастелянша (больницăра общежитире, гостиницăра кĕпе-йĕм парса-илсе тăракан).

квартиросъёмщик

м. хваттере кĕрекен, хваттер илсе пурăнакан.

клиент

м. клиент (1. пĕр-пĕр учреждение, предприятие, магазина тата ыт. те ĕçпе çӳрекен çын; 2. кредит, суту-илӳ е промышленность организацийĕсенчен мĕн те пулин илсе тăракан çын е учреждени; 3. хăйĕн сутлашас ĕçне адвокат, защитник аллине панă çын).

клонить

несов. 1. что (нагибать, наклонять) ав, ус, тай; клонить голову на грудь пуçа ус; ветер клонит верхушки деревьев çил йывăç тăррисене авать; 2. (одолеватьо сне, дремоте) пус; его клонило ко сну ăна ыйхă пуснă; 3. перен. к чему (склонять, влечь) çавăрса ил; пусса ил; 4. что и без доп. (о действиях, поступках, разговорах) пăрса пыр, илсе пыр, шак хур.

клониться

несов. 1. (нагибаться, наклоняться) авăн, усăн, сулăн, тайăл; 2. (о небесных светилах) сулăн, ту, çывхар (уйăх, хĕвел); 3. перен. к чему (близиться, приближаться к какому-л. моменту) ⸗са [⸗се] пыр, çывхарса пыр; день клонился к вечеру кун каçалана сулăннă; обед клонился к концу апат вĕçленсе пынă; 4. перен. к чему (о действиях, поступках, разговорах) патне (илсе) пыр; сулăн (сăмах); к чему клонится эта история? ку ĕç мĕн патне илсе пырать?

колония

ж. колони (1. империализмлă патшалăх туртса илсе эксплуатацилесе пурăнакан çĕршыв; 2. пĕр-пĕр патшалăхри е вырăнти çынсем тепĕр çĕршыва е вырăна куçса ларни; 3. ют çĕршывра е хулара пурăнакан янташсен ушкăнĕ; 4. пĕр-пĕр тĕллевпе ĕçлеме, юсанма, сывалма янă çынсем пурăнакан вырăн).

контрабанда

ж. 1. контрабанда (тĕрлĕ таварсене, сутма чарнă е хаклă япаласене государство чикки урлă пошлина тӳлемесĕр вăрттăн каçарни); 2. контрабанда таварĕ (чикĕ урлă вăрттăн илсе каçарнă тавар, хаклă япаласем); 3. в знач. нареч. контрабандой вăрттăн, контрабанда мелĕпе.

конфискация

ж. конфискаци, конфискацилени (1. пурлăха, укçа-тенке туртса илсе государствăнна пани 2. пичетленĕ произведение арестлесе туртса илни).

купля

ж. по гл. купить; купля и продажа илсе сутни, суту-илӳ.

лава

ж. воен. лава (утлă çаран тăшмана çавăрса илсе атакăламалли стройĕ).

лицензия

ж. эк. лицензи (ют çĕршывран кӳрсе килме е унта илсе тухма панă право; çак правăна ĕнентерекен документ).

маска

ж. 1. маска (палласран пите витмелли япала); 2. перен. суя пит, чеелёх, ултавлă курăну; маска беззаботности ним хуйхăсăр пек пулни; 3. (слепок) маска (вилнĕ çын пичĕ çинчен гипспа тунă ӳкерчĕк); 4. спец. маска (пите газ, çулăм е ыт. сиенлесрен тăхăнмалли хатĕр); сбросить маску маскăна хывса пăрах, чăн-чăн пите кăтарт; сорвать маску с кого-л. маскине илсе ывăт, тăрă шыв çине кăлар.

мчать

несов. 1. кого-что вĕçтер, хăвăрт илсе пыр; 2. см. мчаться.

навести

сов. кого-что (направить, привести) ертсе (е кăтартса, илсе) пыр, илсе тух; навести на след йĕр çине илсе тух; 2. кого-что, перен. илсе пыр, куçар, кĕрт, пар; навести на мысль шухăш патне илсе пыр, шухăш кĕрт; навести речь на что-либо сăмаха мĕн çине те пулин куçар; 3. что (нацелить) тĕл ту, тĕлле, яр; навести револьвер револьверпа тĕлле; навести прожектор прожекторпа çутат; 4. что (устроить, сделать) ту, хыв; навести мост кĕпер хыв; 5. кого, разг. (привести во множестве) илсе пыр, ертсе пыр (ăçта та пулин); навести целый дом гостей пӳрт тулли хăна ертсе кĕр; 6. что, разг. (придать) кӳр, кĕрт; навести блеск çутат; навести красоту илем кӳр, хитрелет; навести порядок йĕркене кĕрт, тирпейле; ◇ навести критику критикле; навести справку ыйтса пĕл, шыраса туп; навести страх сехре хăпарт, хăратса пăрах.

навеять

сов. 1. что версе кил, илсе кил (çил); ветер навеял прохладу çил уса сывлăш илсе килчĕ; 2. что, перен. килтер; навеятъ сон ыйхă килтер, ыйхăлаттар; 3. что, чего, с.. сăвăрса (е авăçса) тултар, сăвăрса хатĕрле (е купала), авăçса хур; навеять пшеницы тулă сăвăрса купала.

навынос

нареч. разг. илсе каймалла (сут).

надёргать

сов. 1. что, чего. татса (е кăларса) тултар, тăпăлтарса кăлар; 2. разг. турта-турта тултар, илсе тултар; надёргать цитат цитатăсем илсе тултар.

наизусть

нареч. пăхмасăр, аса илсе; прочесть наизусть пăхмасăр кала.

накупить

сов. что, чего туянса (е илсе) тултар; накупить книг кĕнеке туянса тултар.

нахватать

сов. 1. что, чего, разг. илсе (е пуçтарса) тултар; 2. перен. илкеле, пухкала, вĕренкеле (çиелтен çеç).

нахвататься

сов. чего, разг. нумай илсе (е пуçтарса) тултар.

недополучить

сов. что, чего илсе ан çитер, пĕтĕмпех (е çителĕклĕ таран) ан ил.

нести

несов. 1. кого-что йăтса пыр (е кай, кил); нести чемодан чăматан йăтса пыр; 2. кого-что (мчать) пит хытă пыр (е кай), вĕçтерсе пыр (е кай), хăвала; ветер несет тучи çил пĕлĕтсене хăвалать; конь несет его стрелой вăл лашапа çил пек вĕçтерсе пырать; 3. безл. чем (веять, дуть) вĕр, кил, пер, кĕр; от него несет табаком унран табак шăрши перет; откуда-то несет холодом таçтан сивĕ килет; 4. что (выполнять) ту, пыр; нести обязанности кассира кассир ĕçне ту; нести караул хурал тăр; 5. что (терпеть что-л., подвергаться чему-л.) тӳс, чăт; нести потери çухату тӳс; нести наказание наказани чăтса ирттер; 6. (влечь за собой) кӳр, илсе кил; осень несет дожди кĕр çумăр кӳрет; 7. что, разг. (болтать) пакăлтат, сӳпĕлтет; нести небылицы пур-çука пакăлтатса лар; 8. что (класть яйца) ту; куры несут яйца чăхсем çăмарта тăваççĕ.

ниточка

ж. уменьш. см. нитка и нить; висеть на ниточке аран-аран тытăнса тăр; разобрать по ниточке пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн илсе пĕтер; ходить по ниточке чĕтресе çеç тăр, йĕркене çирĕп пăхăн.

носить

несов. 1. см. нести; 2. что (одеваться во что-л.) тăхăн, тăхăнса çӳре; носить военную форму çар формипе çӳре; 3. что (иметь при себе) тăхăнса (е илсе, çакса) çӳре; носить галстук галстукпа çӳре; носить кольцо çĕрĕ тăхăнса çӳре; 4. что ⸗па [⸗пе] çӳре; носить бороду сухалпа çӳре; она носит фамилию мужа вăл упăшкин хушамачĕпе çӳрет; 5. что (характеризоваться чем-л.) пул; спор носит принципиальный характер принциплă тавлашу; 6. кого, разг. (быть беременной) йывăр çын пул; ◇ носить на руках ытлашши иртĕхтер (е ачашласа пăх).

оборвать

сов. 1. что (сорвать всё) татса пĕтер, татса илсе пĕтер; оборвать все цветы чечексене пĕтĕмпех татса пĕтер; 2. что (разорвать) тат, туртса тат, татса пăрах; оборвать нитку çип тат; 3. что, перен. (прекратить) тат, пул, чар; оборвать разговор калаçăва пӳл; 4. кого, перен. (заставить замолчать) чарса ларт, сасартăк чар (калаçма).

обуть

сов. 1. кого ура тăхăнтарт, ура сырса яр; обуть ребёнка ача урине сырса яр; 2. что, разг. (надеть на ноги) урана тăхăн; 3. кого-что, разг. (снабдить обувью) атă-пушмак туянтар, илсе пар.

обход

м. 1. по гл. обходить; 2. (место) çаврăнса каймалли вырăн (е çул); в обход 1) (кругом) тавралла, тавралаçă; 2) воен. (окружая) çавăрса илсе, хупăрласа илсе.

отвезти

сов. кого-что 1. (на машине, лошади, поезде и т. п.) леçсе яр (е хăвар), илсе кай; отвезти письма на почту çырусене почтăна илсе кай; 2. (увезти в сторону) турттарса кай; отвезти камни от дороги чулсене çултан аяккалла турттарса кай.

отвести

сов. 1. кого (доставить куда-л.) леçсе яр, кайса яр; отвести детей в детский сад ачасене ача садне леçсе яр; 2. кого (в сторону) аяккалла илсе кай; 3. кого-что, воен. чакар, каялла илсе кай (е куçар); отвести войска çарсене каялла куçар; 4. кого, перен. (отвлечь от чего-л.) ютшăнтар, пистер, сивĕт, пăр; 5. что (направить в сторону) пăрса яр; отвести воду шыва урăх еннелле пăрса яр; 6. кого-что, перен. ан йышăн, сирсе яр, пăрса яр; отвести кандидатуру кандидатурăна сирсе яр; отвести удар çапнине пăрса яр; 7. что (выделить, предоставить) касса пар, уйăрса пар; отвести участок земли çĕр участокĕ касса пар; ◇ отвести душу см. душа; отвести глаза 1) куçа тарт; 2) кому-л. ултала, аяккалла пăрса яр.

откинуть

сов. 1. кого-что (отбросить) (аяккалла) илсе пăрах, ывăтса яр; 2. что, перен. сирсе яр, пуçран (е ăшран, шухăшран) кăларса пăрах; откинуть грустные мысли салху шухăшсене пуçран кăларса пăрах; 3. что (одним краем) уç, уçса пăрах; откинуть крышку рояля рояль хупăлчине уç; 4. что вырттар, хуçлат; откинуть воротник шубы кĕрĕк çухине вырттар; 5. что (закинуть голову, ногу, руку) каялла сĕвентер, каçăрт.

отковать

сов. что 1. (выковать) туптаса ту; 2. (отбить) татса ил, илсе пăрах, уйăр; отковать подкову такана илсе пăрах.

отложить

сов. 1. кого-что (в сторону) аяккала илсе хур, уйăрса хур; 2. что, биол. хур, сап; отложить икру вăлча сап; отложить личинки çăвăр сап (о пчеле) 3. что, геол. хыв, хывса хăвар; 4. что (отсрочить) тăç, хăвар; отложить доигрывание до следующего дня вăйă выляса пĕтерессине тепĕр куна хăвар; ◇ в долгий ящик см. долгий.

отнести

сов. 1. кого-что (доставить куда-л.) леç, леçсе пар (е кил); 2. кого-что (перенести на какое-л. расстояние) илсе кай, кайса хур, çĕклесе кай; 3. кого-что, обычно безл. (переместить, отодвинуть) илсе кай, юхтарса кай; лодку отнесло течением кимме шыв юхтарса кайнă; 4. кого-что (причислить)... тесе шутла (е хисепле), шутне кĕрт; отнести рукопись к 12 веку алçырăвне 12-мĕш ĕмĕрте çырнă тесе шутла; ◇ отнести за чей-л. счёт см. счёт.

отнять

сов. 1. кого-что туртса (е тытса) ил, вăйпа ил; тăпăлтарса ил; 2. что, перен. (лишить чего-л.) тат, пĕтер; отнять надежду ĕмĕте тат; 3. что (убрать) илсе хур (е тăрат); отнять лестницу от стены пусмана стена çумĕнчен илсе хур; 4. что (ампутировать) каç, тат; 5. что, разг. (вычесть) кăлар, ил; от пяти отнять три пиллĕкрен виçсе кăлар; ◇ отнять от груди кăкăртан уйăр.

оттащить

сов. 1. кого-что сĕтĕрсе илсе кай, сĕтĕрсе куçар; 2. кого, разг. (отвести в сторону) айккинелле илсе кай; 3. кого, перен. разг. (с трудом оторвать) уйăр, хăптар; оттащить от книжки кĕнекерен хăптар.

оттянуть

сов. 1. кого-что аяккалла турт, туртса кай, туртса ил; оттянуть канат вправо каната сылтăмалла туртса кай; 2. что, перен. вăраха (е вăрăма) яр, тăсса пыр; оттянуть выполнение решения йышăнăва ĕçе кĕртессине тăсса пыр; 3. что, разг. (тяжестью) пусса (е туртса) ыраттар; оттянуть руку тяжёлым ведром йывăр витре йăтса хула ыраттар; 4. кого-что (отвлечь) илсе кай, улталаса ертсе кай, астарса кай; 5. что, тех. (удлинить) туптаса тăс (е вăрăмлат).

отцепить

сов. что 1. вĕçер, вĕçерсе ил (е хăвар); отцепить вагон вагона вĕçерсе хăвар; 2. разг. (снять что-л. приставшее) илсе (е уйăрса) пăрах; отцепить репейник куршанака илсе пăрах.

охапка

ж. ытам, çĕклем, чикĕм; охапка дров (пĕр) çĕклем вутă, вутă çĕклемĕ; ◇ в охапку ытама илсе.

перебрать

сов. что 1. (рассортировать) пăхса (е суйласа, иртсе) тух (е пĕтер); перебрать горох пăрçа иртсе пĕтер; перебрать все письма çырусене пăхса тух; 2. кого-что, перен. (в мыслях и т. п.) асăнса (е аса илсе) тух; 3. что, разг. пăсса (е салатса) çĕнĕрен ту; перебрать пол урайне пăсса сар; перебрать мотор мотора юсаса пух; 4. что (взять по частям) илсе пĕтер (е тултар); он перебрал у меня все карандаши вăл ман кăранташсене иле-иле пĕтерчĕ; 5. что, чего (взять лишнее) ытлашши ил; перебрать сверх нормы нормăран ытла ил; 6. что, полигр. çĕнĕрен наборла.

передать

сов. 1. кого-что (отдать, вручить кому-л.) пар, илсе пар, яр; передать из рук в руки алăран алла пар; 2. что (сообщить, пересказать) каласа яр, кала, яр; передать привет салам кала; 3. что (изобразить, воспроизвести) кăтартса (е сăнласа, ӳкерсе) пар; передать красоту родной земли тăван çĕршыв илемне кăтартса пар; 4. что (распространить) пар, пĕлтер, яр; передать последние известия çĕнĕ хыпарсем пĕлтер; передать из уст в уста ламран лам яр; передать по радио радиопа пар; 5. что (какие-л. свойства, признаки, качества) ерт, кӳр, куçар; передать инфекцию чир ерт; 6. кого-что (направить) пар; передать дело в суд ĕçе суда пар; 7. что, разг. (дать лишнее) ытлашши пар; передать пять рублей пилек тенкĕ ытлашши пар.

переложить

сов. 1. что (по-иному) илсе (е куçарса) хур; переложить в другое место урăх вырăна (е çĕре) хур; 2. что, перен. (возложить на другого) çынна хуш, çын çине яр; переложить вину на других айăпа çын çине яр; 3. что, чем хушшине хур, хурса тух; переложить яблоки стружкой панулмисене çункавпа хурса тух; 4. что (сложить заново, иначе) çĕнĕрен (е пăсса, урăхла) купала (е хур); переложить печку кăмака пăсса купала; 5. что, чего, разг. (положить лишнее) ытлашши хур (е яр), хурса (е ярса) тултар; 6. что, муз., лит. хыв, çыр; переложить стихи на музыку сăвва кĕвĕле; переложить прозу стихами прозăна сăвăласа çыр; 7. чего и без доп., разг. (много, выпить) ытлашши ĕç.

перемещённый

прил.; перемещённые лица (тăван çĕршывĕнчен) вăйпа илсе кайнă çынсем.

перенести

сов. 1. кого-что (через что-л.) илсе (е çĕклесе, йăтса) каç (е каçар, куçар); 2. что (переместить из одного места в другое) куçар, куçарса кай (е ларт, кил); 3. что (направить) куçар; перенести взор на кого-что-л. ⸗алла [⸗елле] пăх; перенести огонь ⸗алла [⸗елле] пеме тытăн (е пуçла); 4. кого-что (изменить местонахождение) куçар; перенести сарай подальше от дома сарая çуртран аяккарах куçар; 5. что (назначить на другое время) хăвар, куçар; перенести собрание на завтра пухăва ырана куçар; 6. что (испытать) тӳс, чăт, чăтса ирттер; перенести горе хуйхă чăтса ирттер; эту болезнь он очень тяжело перенёс ку чире вăл аран чатса ирттерчĕ; 7. что (преодолеть) чат, ирттер, чăтса ирттер; яблони хорошо перенесли морозы улмуççисем сивве лайăх чăтса ирттернĕ.

переплавить

сов. что 1. (по воде) шывпа илсе кил (е кай, каçар), шывпа ăсат (е юхтар, яр); переплавить лес вăрмана шывпа юхтар.

перепродать

сов. кого-что илсе сут.

перерегистрировать

сов. и несов. кого-что 1. 1. çĕнĕрен (е тепĕр хут) регистрациле (е çыр, шута ил); 2. (всё, многое, всех, многих) региетрацилесе (е шута илсе, çырса) тух.

перетащить

сов. разг. 1. кого-что (через что-л.) туртса (е сĕтĕрсе, йăтса) каçар; перетащить мешок через порог миххе алăк янаххи урлă сĕтĕрсе каçар; перетащить ребёнка через ручей ачана çырма урлă йăтса каçар; 2. кого-что (переместить) сĕтĕрсе куçар; перетащить стол в угол сĕтеле кĕтессе куçар; 3. кого, перен. (переманить куда-л., к кому-л.) илĕртсе (е астарса) илсе кил (е кай).

переучесть

сов. кого-что çĕнĕрен шута (е учёта) илсе тух, тепре тĕрĕсле.

питаться

несов. чем 1. (кормиться) çисе (е тăранса) пурăн; питаться рыбой пулăпа тăранса пурăн; 2. физиол. апат илсе тăр (е пурăн); ткани организма питаются кислородом организм тканĕсем кислород илсе тăраççĕ.

повести

сов. 1. кого-что и без доп. çавăтса (е ертсе, илсе) кай (е пыр, кил); повести взвод в атаку взвода атакăна ертсе кай; повести ребёнка к врачу ачана врач патне илсе кай; 2. чем, по чему шутар, хускат, сĕр, шутарса (е хуçкатса, сĕрса) ил; повести смычком сĕркĕчпе сĕрсе ил; повести бровями куçхаршисене хускатса ил; ◇ (и) глазом (или бровью) не повести асăрхамăш пул, курнине ан палăрт.

повлечь

сов. 1. кого-что (потянуть) илсе (е ертсе) пыр (е кил, кай); 2. что (вызвать) кӳр, килсе тух, пулса тăр; повлечь за собой жертвы çухату кӳр.

повозить

сов. кого-что илсе (е туртса, турттарса) çӳре (пĕр вăхăт).

подать

сов. 1. что илсе пар; подать пальто пальто илсе тыттар; 2. что (на стол) ларт, антар; подать обед апат ларт; 3. что и без доп. (дать милостыню) пар (ыйткалакана); 4. что (доставить) тăрат, пар, леç, илсе пыр (е кил); подать поезд к платформе поезда платформа çумне (пырса) тăрат; 5. чгши и без доп. (представить) пар; подать в суд суда пар; подать заявление заявлени пар; 6. что, разг. (подвинуть) яр, шутар, пар; подать вперёд мала(рах) яр; подать назад чакар; подать в сторону аяккалла пар (е яр); 7. что и без доп., спорт. ывăтса пар; çапса яр; 8. что пар; подать весть хыпар пар, хыпарла; подать помощь пулăшу пар, пулăш; подать совет канаш пар; подать команду команда пар, хуш; подать сигнал сигнал пар, систер; 9. кого-что (изобразить) кăтарт, сăнласа кăтарт; ◇ подать голос 10 сасă кăлар; не подать голоса сасă кăларшисăр лар; 2) (проголосовать) сасăла; подать руку алă пар; рукой подать çывăхрах, юнашарах.

подбросить

сов. 1. кого-что (бросить вверх) çӳлелле ывăт, сиктер, йăт; подбросить мяч мечĕке çӳлелле ывăт; подбросить на ухабе ланкашка çинче сиктер; 2. что, разг. (сделать резкое движение вверх рукой, головой) каçăрт, каçăртса пăрах, çĕкле; 3. что, чего (бросить дополнительно; подложить) хушса пар; подбросить роту солдат тепĕр рота салтак хушса пар; подбросить дров в печь кăмакана вутă татах пăрах; 4. что, чего (тайком подложить, оставить) пăрах, вăрттăн пырса хур; 5. кого-что, разг. (подвезти, доставить) çитер, илсе кай; подбросить до города хулана çити илсе кай.

подвезти

сов. 1. кого-что лартса (е илсе) пыр (е кай), леç; подвезти до деревни яла çитиччен лартса кай; 2. что, чего илсе пырса (е килсе) пар, турттарса килсе (е пырса) пар; татах илсе пыр (е кил); подвезти товар в магазин магазина тавар турттарса кил; 3. безл. прост. ăн (ĕç), кил (май); ему подвезло ун ĕçĕ ăннă.

подвести

сов. 1. кого-что çавăтса (е илсе) пыр (е кил); подвести лошадь к дому лашана пӳрт умне çавăтса пыр; подвести плот к берегу сулла çыран патне илсе пыр; 2. что (проложить) хывса (е туса) çитер, илсе пыр, çыхăнтар; подвести дорогу к лесосеке çула вăрман каснă çĕре хывса çитер; 3. что (подо что-л.) айне хыв (е яр), айĕн ту; подвести венец под избу пӳрт айне пĕр йӳн хыв; подвести подкоп çĕр айĕн çул ту; 4. кого-что, перен. разг. ултала, ларт, кĕрт; подвести под грех çылăха кĕрт; он может подвести ăна шанмалли çук; 5. что (сделать общий вывод) пĕтĕмлет, пĕтĕçтер, шутла; подвести итог пĕтĕмлетсе шутла; 6. что (подкрасить) сăрла, хурат; подвести брови куç харшине хурат; подвести часы сехет йĕпписене куçар (е тĕрĕс ларт); живот подвело хырăм выçрĕ; çиес килет.

подкупить

сов. 1. кого-что сутăн ил, укçа (е парне) парса çавăр; 2. кого-что, перен. (вызвать симпатии) çавăр, илĕрт, килĕштер; добротой ырă кăмăлпа çавăр; 3.что и чего, разг. (прикупить) (сутан) илсе çитер (кирлĕ таран).

поднести

сов. 1. кого-что илсе (е йатса) пыр; поднести ложку ко рту кашăка çăвар патне илсе пыр; поднести ребёнка к окну ачана чӳрече патне йăтса пыр; 2. что, чего хапала, сăйла, сăйласа пар, хăна ту; 3. кого-что (подарить) парнеле.

подносчик

м. йăтса (е илсе) пырса паракан, йăтакан; подносчик патронов патрон йăтакан.

подогнать

сов. 1. кого-что хăваласа пыр, илсе кил, илсе пыр; подогнать плот к берегу сулла çыран патне илсе кил; подогнать скот к воротам выльăхсене хапха патне хăваласа пыр; 2. кого-что (загнать подо что-л.) хăваласа кĕрт, айне илсе пыр; подогнать лодку под мост кимме кĕпер айне илсе пыр; подогнать цыплят под навес чĕпсене лупасайне хăваласа кĕрт; 3. кого-что (подстегнуть) хăвала, хисте, васкат; подогнать лошадей лашасене хăвала; 4. что (приладить) çыпăçтар, юрахлă ту, вырнаçмалла ту; подогнать рамы к окнам рамăсене чӳречесене вырнаçмалла ту; 5. что, разг. (приурочить) вăхăта килтер.

подрулить

сов. патне (е çывăха) илсе пыр (самолёта, автомашинăна т. ыт. те).

подставить

сов. 1. кого-что (подо что-л.) айне ларт (е тăрат); подставить ведро под кран витрене кран айне ларт; 2. что тĕревле, тĕрев пар, тĕкĕле; подставить подпорку тĕкеле, тĕкĕ пер; 3. что (приблизить) çумне ларт (е тăрат, илсе пыр); подставить лестницу к окну чӳрече çумне пусма тăрат; 4. кого-что пар; подставить под удар çапма пар; подставить пешку пешкăна çиме (е илме) пар; 5. кого-что (заменить) вырăнне ларт (е тăрат), улăштар; ◇ подставить ножку ура ларт (е хур), такăнтар.

подтянуть

сов. 1. что туртса çых, парса хытар; подтянуть подпругу хырăмсалăха туртса çых; подтянуть гайки гайкăсене пăрса хытар; 2. кого-что (подтащить) туртса (е сĕтĕрсе) пыр (е çитер); подтянуть лодку к берегу кимме çыран патне туртса çитер; 3. кого-что (затащить подо что-л.) айне туртса (е сĕтĕрсе) кĕр; 4. кого-что (сосредоточить) илсе пыр, пырса тăрат, каплантар; подтянуть войска к городу çарсене хула çывăхне пырса тăрат; 5. кого-что, перен. разг. хытар, хĕçтер, хисте; подтянуть дисциплину дисциплинăна хытар; 6. без доп. (подпевать) хыççăн (е пĕрле) юрла, хыççăн юрласа пыр.

подхватить

сов. 1. кого-что (поднять) ярса ил, илсе çĕкле; 2. кого-что (не дать упасть) хăвăрт ярса тыт (е ил); 3. кого-что (увлечь, унести течением) илсе (е юхтарса) кай; лодку подхватило течением кимме шыв юхтарса кайнă; 4. что, перен. разг. туп, çаклат, ерт; подхватить болезнь чир çаклат; 5. без доп. (стремительно рвануться, напр. о лошадях) сиккипе яра пар; лошади подхватили лашасем сиккипе яра пачĕç; 6. что (поддержать начатое другим) хапăл ту, хапăлласа йышăн; подхватить инициативу масс халăх пуçарăвне хапăлласа йышăн; 7. что и без доп. (начать подпевать) хыççăн юрлама тытăн.

подчалить

сов. 1. без доп. пырса тăр (е чарăн, кăкарăн); пароходл к пристани прахут пристань çумне пырса тăчĕ; 2. что туртса (е илсе) пыр; подчалить бревно к лодке пĕренене кимĕ патне туртса пыр.

показать

сов. кого-что, на кого-что, в разн. знач. кăтарт, кăтартса пар; показать зубы шăлна кăтарт; показать язык чĕлхе кăтарт; показать кулак чышкă кăтарт; показать на примере тĕслĕх илсе кăтарт; ◇ уметь показать товар лицом тавара сутма пĕл; показать на дверь кăларса (е хăваласа) яр; показать нос (куçа) курăн; показать вид ятне ту; не показать виду ан палăрт; показать себя хăвна кăтарт.

понавезти

сов. что, кого-чего, разг. турттарса хур, турттарса (е илсе килсе) тултар.

понести

сов. 1. кого-что йăтса кай, çĕклесе кай; понести ребёнка домой ачана киле йăтса кай; 2. кого-что (некоторое время) йăтса (е çĕклесе) çӳре; 3. кого-что и без доп. (помчатьо лошади) ĕрĕх, ĕрĕхсе кай; лошадь испугалась и понесла лаша хăранипе ĕрĕхсе кайрĕ; 4. кого-что (напр. о ветре) илсе пыр (е кай); ветер понёс лодку çил кимме илсе кайрĕ; 5. безл. что (о холоде, ветре и т. п.) вĕр, кĕр, сап; понесло утренним ветерком ирхи çил вĕре пуçларĕ; понесло сыростью нӳрĕ çапа пуçларĕ; 6. что, перен. (потерпеть) кур, чăт; понести убыток шар кур; 7. что и без доп., разг. (начать говорить что-л. неразумное) сӳтĕл, сӳпĕлтет, лапăртат.

породить

сов. 1. кого, уст (родить) çурат; 2. что, перен. (послужить причиной) илсе пыр (мĕн те пулин патне), кăлар, пуçласа (е пуçарса) яр.

поставить

сов. что (доставив, снабдить) илсе кил, кӳрсе пар, тăрат, пар; поставить зерно тырă пар.

поставка

ж. илсе килни, кӳни, илсе килсе пани, тăратни, пани; поставка зерна государству государствăна тырă пани; своевременная поставка сырья чĕртавар вăхăтра тăратни.

потреблять

несов. что ⸗са [⸗се ] тăр, усă кур, пĕтер; потреблять электроэнергию электроэнерги илсе тăр.

походный

прил. 1. походри, çул çинчи; походным порядком походри майлă; 2. çула çӳремелли, поход ⸗ĕ [⸗и], похода илсе çӳремелли; походная фляжка çула çӳремелли фляга; походная колонна çула тухнă колонна.

прибить

сов. 1. что çумне çап (е çак), çапса ларт; прибить вывеску вывеска çак; прибить гвоздями пăтапа çапса ларт; 2. что (дождём, градом и т. п.) ӳкер, тĕшĕр, пусар, çап, ват; всходы прибило градом безл. калчасене пăр çапнă; дождь прибил пыль çумăр тусана пусарнă; 3. обычно безл., кого-что (пригнать) хăваласа пыр (е кил), илсе пыр (е кил); лёд прибило ветром к берегу çил пăра çыраналла хăваласа килнĕ.

приблизить

сов. кого-что 1. çывхарт, çывăхарах (е патнерех, çумнерех) илсе пыр, çывăхлат; приблизить книгу к глазам кĕнекене çывахрах тыт (куç патне); 2. (сделать близким себе) çывăх çын ту, çывăхлат.

прибуксировать

сов. что буксирпа илсе кил (е çитер).

привезти

сов. кого-что тиесе (е илсе, туртса, кӳрсе, турттарса) кил; посадить и привезти лартса кил; привезти на баржие баржăпа тиесе кил.

привести

сов. 1. кого-что (доставить) çавăтса (е илсе, ертсе) кил, кӳр; привести за руку алран çавăтса кил; 2. к чему илсе пыр (е тух, кил); следы привели к лисьей норе йĕрсем тилĕ шăтăкĕ патне илсе пычĕç; привести к правильному заключению тĕрĕс шухăш патне илсе пыр; 3. (с предлогом в) çавăр, ⸗ар [⸗ер], ⸗ла [⸗ле], ⸗тар [⸗тер], ⸗ат [⸗ет], ⸗т, ⸗са[⸗се ] яр (е пăрах, хур, пĕтер); привести в негодность юрăхсăра кăлар; привести в запустение юхăнтарса яр; привести в порядок йĕркене кĕрт; привести в беспорядок арпаштарса яр; привести себя в порядок тирпейлен; привести в изумление тĕлĕнтерсе яр; привести в ужас хăратса пăрах; привести в готовность хатĕрлесе хур; привести в исполнение пурнăçа кĕрт; привести в движение хускатса яр; 4. (с предлогом к) патне илсе пыр, кӳр, ⸗тар [⸗тер]; привести к победе çĕнтерӳ патне илсе пыр; привести к путанице пăтраштарса яр (е пĕтер); привести к согласию çураçтар; 5. (сообщить, процитировать что-л., сослаться на что-л.) илсе кăтарт; привести пример тĕслĕх илсе кăтарт; привести факты фактсем илсе кăтарт; ◇ к добру не приведёт ырă тумасть; не приведи бог! турă ан хуштăрах!; случай привёл тӳр килчĕ; привести к присяге причак çитер, присяга партар.

привлечь

сов. 1. кого-что (притянуть к себе) патна илсе пыр (е çывхарт, турт); 2. кого-что (побудить) хутшăнтар, явăçтар; привлечь внимание куçа кĕр, тимлĕ пăхтар; привлечь к общественной работе общество ĕçне явăçтар; 3. кого к чему (обязать) ⸗а [⸗е] пар, тăрат, ⸗аттар [⸗еттер]; привлечь к ответственности ответ тыттар; привлечь к суду суда пар; 4. кого-что, чем (вызвать симпатию и т. д.) ăмсантар, астар, çавăр, турт; привлечь на свою сторону ху майлă çавăр; привлечь своей добротой ырă пулнипе çавăр.

привнести

сов. что кӳр, хуш, пар, ⸗па [⸗пе] илсе кил; привнести толику радости савăнăç кӳр.

привод

м. юр. тытса пыни (е килни), арестлесе илсе пыни (е килни).

привоз

м. 1. по гл. привезти; привоз товаров тавар кӳрсе килни; 2. (то, что привезено) кӳрсе (е илсе, турттарса) килнĕ япала(сем); большой привоз мяса аш-какай нумай кӳрсе килнĕ (пасара).

приволочь

сов. кого-что, разг. сĕтĕрсе (е илсе, йăтса) кил.

пригрести

сов. 1. разг. что (собрать) çумне (е патне, хĕррине) хырса купала, тураса илсе пыр; 2. (вёслами) ишсе пыр (кĕсменпе).

приложиться

сов. 1. (приблизиться вплотную) çумне тыт (е пыр), илсе пыр; 2. (почтительно поцеловать) чупту; приложиться к знамени ялава чупту; 3. (нацеливаясь) тытса тĕлле (пăшала); ◇ остальное приложится ытти хăех пулĕ.

пример

м. 1. тĕслĕх; по вашему примеру сире кура; показывать пример тĕслĕх кăтарт; привести пример тĕслĕх илсе кăтарт; для примера тĕслĕхшĕн; к примеру тĕслĕхрен; не в пример кура мар; брать пример тĕслĕх ил; 2. мат. пример, задача; решить пример пример шутла.

принести

сов. 1. кого-что (неся, доставить) илсе (е йăтса, çĕклесе) кил, килсе (е пырса, кӳрсе) пар; принести откуда-либо кайса ил; принести наверх илсе хăпар; принести воды (из колодца) шыв ăсса кĕр; 2. что (дать какой-л. результат) пар, кӳр; принести пользу усă пар; принести вред сарăпла; принести доход тупăш пар; принести убыток тăкак кӳр; принести несчастье инкек кӳр; 3. кого, разг. (дать приплод) туса пар, ту; корова принесла тёлку ĕне тына тунă; 4. кого-что (дать) кӳр, пар, ту, ⸗ла [⸗ле]; принести в дар парнеле; принести клятву тупа ту; принести в жертву парне кӳр, чӳк ту; ◇ принести благодарность тав ту.

прихватить

сов. разг. 1. кого-что (стиснуть, захватить) ярса тыт (е ил), çатăрласа тыт (е ил), пăчăртаса тыт, чăмăртаса тыт, хĕстерсе ларт, çыртса ларт; 2. что (закрепить, укрепить) çыхса ларт (е хур), хытарса ларт, тыттар; прихватить винтом винтпа тыттар; 3. кого-что, чего (взять с собой) илсе кай; 4. что и без доп. (слегка подморозить) тăм ил, шăнт; прихватило морозом тăм илчĕ.

про⸗

приставка; глагол умĕнче çаксене пĕлтерет: 1) урлă, витĕр пулнине (е тунине): протечь (хушăк витĕр) юхса тух; 2) шăтарнине, йĕр, çул тунине: пробурить пăрала; прогрызть касса (е кăшласа) шăтар; 3) патĕнчен, çумĕнчен, çуммипе иртнине, кайнине: пробежать чупса ирт; 4) ĕçе вĕçленине: пропеть юрласа пар (е пĕтер); 5) пĕр вăхăт хушши тунине: пробегать чупса ирттер (вăхăта); 6) сиен, хуйхă, шар курасси патне илсе пыракан ĕçе: проглядеть асăрхамасăр юл.

пробовать

несов. 1. что тĕрĕсле, сăна, тĕрĕслесе (е сăнаса) пăх; пробовать свои силы вăйна виçсе пăх; пробовать голос сасса тĕрĕслесе пăх; 2. что (отведывать) астив, тутан, астивсе (е тутанса, сыпса, çисе) пăх; дать пробовать астивтер, тутантар; пробовать суп яшка сыпса пăх; 3. с неопр. (пытаться что-л. сделать, стать каким-л.) ⸗са [⸗се ] пăх (е кур), тытăн, хăтлан, тытăнса (е хăтланса) пăх; пробовать взять кого-что-л. илсе пăх; пробовать лечить эмеллесе пăх; мы пробовали и так и сяк апла та капла та туса пăхрăмăр.

провезти

сов. кого-что 1. лартса кай (е пыр, кил, çитер), илсе кай; провезти лесом вăрманпа илсе кай; 2. (перевезти с собой) илсе (е турттарса) кай, илсе пыр (е çитер); провезти поездом поездпа илсе кай.

провести

сов. 1. кого-что ертсе (е çавăтса) кай, илсе кай (е тух, кил, çитер), леçсе хăвар; провести кратчайшим путём чи тӳре çулпа илсе тух; 2. что (прочертить) ту, чĕр, çыр, ӳкер, турт; провести межу чикĕ ту; провести линию шнуром çип çап; 3. что (соорудить, построить) ту, хыв, кĕрт, кар; провести шоссе шоссе хыв; провести телефон телефон кĕрт; 4. чем по чему шăл, шăлса ил; провести рукой по лбу çамкана алăпа шăлса ил; 5. что (выдвинуть, добиться утверждения чего-л.) пурнăçа кĕрт, пурнăçла, тутар(ттар), йышăнтар; провести идею в жизнь шухăша пурнăçла; 6. что (осуществить, произвести) ⸗са [⸗се ] ирттер, ирттер, ту, ⸗ла [⸗ле]; провести занятия занятисем ирттер; провести эксперимент эксперимент ту; провести уборку урожая тыр-пул пухса кĕрт; 7. что (какое-л. время) ирттер, ирттерсе яр, ⸗ла [⸗ле]; провести время с пользой вăхăта усăллă ирттер; провести ночь в лесу вăрманта çĕр каç; провести как-л. день кун каç; 8. что (оформить) çырса хур, кĕрт; провести по кассовой книге касса кĕнеки çине çырса хур; 9. кого, разг. (обмануть) тыттар, шăхăртса хăвар, ултала, ларт; ну, ты меня провёл! ай, лартрăн-çке эсĕ мана!

провожатый

м. скл. как прил. ертсе (е илсе) каякан, асăрхаса пыракан (çул çинче).

пронести

сов. 1. кого-что йăтса пыр (е кай); çĕклесе пыр (е кай); пронести чемодан до вокзала чăматана вокзала çитиччен йăтса пыр; 2. кого-что (неся, пройти мимо) йăтса (е çĕклесе) ирт, йăтса иртсе кай; 3. кого-что (протащить через что-л.) йăтса кĕр, çĕклесе кĕр (е кĕрт), çĕклесе кăлар (е тух); пронести мебель через дверь сĕтел-пукана алăкран илсе кĕр (е тух); 4. обычно безл., что (угнать) илсе кай, хăваласа кай (е яр); ветром пронесло тучу пĕлĕте çил хăваласа ячĕ; 5. безл., что и без доп., перен. (о беде, опасности) иртсе кай, сирĕл (хăрушлăх, инкек-синкек).

проносить

сов. 1. что тăхăн, тăхăнса çӳре (пĕр хушă); долго проносить костюм костюма нумай тăхăнса çӳре; 2. кого йăтса (е илсе) çӳре (нумай вăхăт хушши); 3. что, разг. (износить) тăхăнса çĕт (е пĕтер).

протекторат

м. протекторат (вăйлăрах капитализмлă государствăсем вăйсăртараххисене хăйсен хӳтлĕхне илсе пăхăнтарса тăни).

процитировать

сов. кого-что цитата илсе кăтарт.

путь

м. в разн. знач. çул, çул-йĕр; воздушный путь сывлăш çулĕ; пути сообщения çул-йĕр; санный путь çуна çулĕ; водный путь шыв çулĕ; водным путём шывпа, шыв тăрăх; железнодорожный путь чугун çул; на обратном пути таврăнасла, таврăннă чух; окольным (или кружным) путём 1) çавра, тавра; 2) перен. çын-çын урлă, тӳррĕн мар; обходным путём прям. и перен. тавра çулпа; во время пути (çулпа) пынă чух; проложить путь çул уç (е хыв); сбиться с пути 1) аташ, çĕт, аташса (е çĕтсе) кай; 2) перен. çултан пăрăн, пăсăлса кай (пурнăçра-ĕçре); по пути çула май; дыхательные пути анат. сывлăш çулĕ; ◇ быть на пути к чему-л. кам-мĕн патне çывхар, çывхарса пыр; вступить на путь см. вступить; мирным путём килĕшсе, мирлĕ майпа; жизненный путь кунçул, пурнăç çулĕ; Млечный Путь астр. Кайăк хур çулĕ; единственно верный путь пĕртен-пĕр тĕрĕс çул; на верном пути тĕрĕс çулпа; наставить на путь истинный или обратить на путь истины кого-л. тĕрĕс çул çине тăрат (е илсе тух); проводить в последний путь юлашки çула ăсат (масар çине); стоять на чьём-либо пути урлă (е çула пӳлсе) тăр; счастливого пути! çулĕ телейлĕ пултăр!

разобрать

сов. 1. что (на части) сӳт, пăс, ват, çĕмĕр, уйăр; разобрать сарай сарай пăс; разобрать станок станок сӳт; 2. что (раскупить) сутăн ил, илсе пĕтер; разобрать весь товар пĕтĕм тавара илсе пĕтер; 3. что (привести в порядок) йĕркене кĕрт, йĕрке кӳр, тирпейле; разобрать бумаги хутсене йĕркене кĕрт; 4. что (взять по частям) илсе пĕтер, ил; разобрать все лучшие книги пур лайăх кĕнекесене илсе пĕтер; 5. что (выяснить) пăхса тух, татса пар; разобрать вопрос ыйтăва татса пар; 6. что и без доп. (понять) ăнлан, чухла, чухласа ил, пĕл, уйăрса ил; тут ничего не разберёшь кунта нимĕн те ăнланаймăн; 7. что, грам. разбор ту; разобрать предложение предложение разбор ту.

раскупить

сов. что сутăн ил, (сутăн) илсе пĕтер; эту книгу быстро раскупили ку кĕнекене хăвăрт илсе пĕтерчĕç.

растащить

сов. 1. что (оттащить по частям) илсе кайса пĕтер, иле-иле кай; 2. (унести, присваивая себе) вăрла, вăрласа пĕтер; 3. кого, разг. (разнять) уйăр, уйăрса яр; растащить дерущихся вăрçакансене уйăрса яр.

расхватать

сов. кого-что, разг. (васкаса) илсе пĕтер; дети расхватали конфеты ачасем канфетсене илсе пĕтернĕ.

расчёт

ж. 1. по гл. рассчитать; ошибка в расчёте шутланă чух пулнă йăнăш; правильный расчёт тĕрĕс шутлани; 2. (уплата) расчёт, тӳлени, тӳлесе татни; произвести расчёт тӳлесе тат; 3. (увольнение) ĕçрен тухни, ĕçрен кăларни, расчёт; получить расчёт расчёт ил, ĕçрен тух; дать расчёт расчёт пар, ĕçрен кăлар; 4. перен. (расправа) тавăру тавăрни; 5. (намерение, предположение) шут, шутлани; мои расчёты не оправдались эпĕ шутлани пурнăçа кĕмерĕ; 6. разг. (польза, выгода) усă, пайта; мне нет расчёта ехать туда мана унта кайни усă кӳмест; 7. (бережливость) тирпейлĕх, тирпейлĕ тытни; жить с расчётом тирпейлĕ пурăн; 8. воен. расчёт; орудийный расчёт тупă расчёчĕ; ◇ в расчёте с кем-л. татăлнă, тӳлесе татнă; из расчёта шута илсе, шутĕнчен.

реальный

прил. 1. (действительный, не воображаемый) чăн-чăн; реальная жизнь чăн-чăн пурнăç; 2. (осуществимый) пурнăçланас, пурнăçа кĕме пултаракан; реальный план пурнăçа кĕме пултаракан план; 3. (практический) условисене шута илекен; реальный взгляд на события событисем çине условисене шута илсе пăхни; ◇ реальная заработная плата эк. чăн-чăн ĕç укçи; реальное училище ист. реальнăй училище.

рента

ж. рента (капиталтан ĕçлемесĕрех илсе тăракан тупăш).

риск

м. теветкеллĕх; ◇ действовать на свой страх и риск ху çине пĕтĕм ответлăха илсе ту.

сажать

несов. 1. кого-что ларт; сажать за стол сĕтел хушшине ларт; сажать самолёт на аэродром самолёта аэродром çине ларт; сажать курицу на яйца чăхха пусма ларт; 2. кого (заставить работать) хуш, ларт, кӳл; сажать за работу ĕçе кӳл; 3. кого, разг. (назначать на должность) ларт (ĕçлĕ вырăна); 4. кого (селить) илсе килсе (е куçарса) ларт (пурăнма); 5. кого (заключать куда-л.) ларт, хупса ларт (тĕрмене); 6. что (растение) ларт, пăрах, ак; сажать картофель çĕрулми ларт (е пăрах); 7. что (для выпекания, обжига, сушки) ларт, хыв (кăмакана); 8. что, разг. (заплатки, пуговицы, метки) ларт, хур (саплăк, тӳме); 9. кого-что, разг. (насаживать) тир, чик, тăхăнтар, тирсе (е чиксе, тăхăнтарса) ларт; 10. что, разг. (при стрельбе) ларт, тиврет; сажать пулю в пулю пуля çине пуля тиврет; сажать синяки кăвакартса кăлар.

сбросить

сов. 1. кого-что (вниз) ывăт; пăрах; (с коня) ӳкер, çавăрса çап (лаша) яр; сбросить снег с крыши çурт тăрринчен юр антар; сбросить косы на грудь çивĕте кăкăр çинелле яр; 2. кого-что (свергнуть) сирпĕтсе антар (сăм. патшана); 3. что (снять с себя) хыв, хывса пăрах; 4. что (напр. листву) так; деревья сбросили листья йывăçсем çулçă тăкрĕç; 5. что (напр. при линьке) пăрах; олени сбросили рога пăлансем мăйракисене пăрахрĕç; 6. что (уменьшить) чакар; 7. что, разг. (небрежно сложить в одно место) хурса тултар, пăрахса яр; 8. что (на счётах) кăлар, пăрах; ◇ сбросить жирок (или жир) хух, начарлан; сбросить с плеч ĕнсе çинчен илсе пăрах; сбросить со счетов (или со счёта) см. счёт.

свести

сов. 1. кого-что (вниз) çавăтса ан (е антар); свести корову к воде ĕнене шыв хĕррине çавăтса ан; 2. кого-что (увести на другое место) пăр, пăрса кăлар, илсе тух; свести лошадь с дороги лашана çул çинчен пăр; 3. кого-что, разг. (отвести) (çавăтса) кайса яр, леçсе яр, илсе кай; свести детей в ясли ачасене яслине кайса яр; 4. кого-что, разг. (привести в одно место) пухса кил, ертсе кил; 5. кого-что с кем-чем, разг. (помочь встретиться) тĕл пултар, пĕрлештер, паллаштар; 6. что кем, разг. (установить знакомство, дружбу и т. п.) : свести дружбу туслаш; свести знакомство паллаш; свести компанию ерсе кай, пĕр ушкăн пул; 7. что (сдвинуть, соединить) пĕрлештер, пĕтĕçтер, сыпăнтар, хĕстер; свести доски пола урай хăмисене хĕстер; 8. что, спец. (завершить постройкой) тăрла; свести кровлю тăррине тăрла (вит); 9. обычно безл. что (скорчить; сжать) туртса (е хуçлатса) ларт (шăнăр); 10. кого-что во что (соединить вместе, в одно целое) (пухса) пĕрлештер; 11. что (обобщить, подытожить) пĕрлештер, пĕтĕçтер, шутласа (е танлаштарса) пăх; свести расход с приходом тăкакĕпе тупăшне танлаштарса пăх; 12. что к чему, до чего, на что (сокращая, довести до чего-л.) çитер, чакар, чакарса (е пĕчĕклетсе, сахаллатса) çитер, хăвар; свести расходы к минимуму тăкаксене май пур таран чакар; 13. что (направитьо разговорах, мыслях) илсе пыр, парса яр, куçар (калаçăва); 14. что (перерисовать) куçар, куçарса (е йĕрлесе) ӳкер; 15. что (вывести, устранить) яр, кăлар, пĕтер, тасат; свести пятно вараланчăк вырăна яр; свести концы с концами вĕçрен вĕçе çитер (е çыхăнтар); свести с ума ăсран кăлар, ухмаха ерт; свести счёты с кем-л. 1) (о денежных расчётах) тӳлесе тат, татăл; 2) (отомстить) тавăр.

сводить

сов. кого илсе кăйса кил; сводить детей в кино ачасене кинона илсе кайса кил.

сдвинуть

сов. что 1. (переместить) куçар, тапрат, шутар, тĕксе яр; 2. (приблизить друг к другу) пĕрлештер, çывхарт, илсе пыр; сдвинуть брови куç харшине пĕркелентер.

синтез

м. синтез (1. япалана пĕтĕмĕшпе илсе унăн пайĕсене пĕр-пĕринпе çыхăнтарса тĕпчемелли меслет; 2. пĕрлех, пĕтемлет; 3. ансат веществосене е элементсене пĕрлештерсе кăткăс хими веществисем туни).

скидка

ж. 1. (уменьшение суммы) чакни, чакарни, йӳнетни, ӳкерни; продажа товаров со скидкой таварсене хакне чакарса сутни; 2. (уступка, послабление) çăмăллăх; делать скидку на объективные условия объективлă условисене шута илсе çăмăллăх пар.

скинуть

сов. 1. кого-что пăрах, илсе пăрах (аялалла), антар; скинуть снег с крыши çурт çинчен юр пăрах; 2. кого-что, перен. разг. (свергнуть) сирпĕтсе (е ишсе) антар; 3. что, разг. (снять что-л. надетое) хыв (тумтир), салт (тутăр); 4. что, разг. (сбавить в цене) чакар, йӳнет, ӳкер (хак); 5. что, разг. (при подсчёте на счётах) кăлар, каялла хур, пăрах.

скороговорка

ж. 1. (быстрая речь) хăвăрт калаçни; 2. (трудно произносимое сочетание слов) калама йывăр пуплев (сăм. Хурамала урапа хурамалама панăччĕ, те хурамаланă те хурамаламан, хурамаланă пулсан та, хурамаламан пулсан та, кайса пăх та илсе кил).

скосить

сов. 1. что (срезать косой, косилкой) çул, çулса ил (е пăрах), выр, вырса ил (е пăрах); кас, касса тат; 2. кого-что, перен. (убить, погубить) çулса тăк, вĕлер, илсе кай.

скотопромышленность

ж. выльăх-чĕрлĕх промышленноçĕ (выльăх-чĕрлĕх сутăн илсе самăртса сутакан хуçалăх отраслĕ).

скупить

сов. кого-что илсе хур (нумай), илсе тултар, илсе пĕтер.

сложить

сов. что 1. (положить вместе) купаласа (е вырнаçтарса, майласа) хур; сложить дрова в поленницу вутта шаршанласа хур; сложить сено в копны утта купана хыв; сложить вещи в чемодан япаласене чăматана майласа хур; 2. мат. хуш; сложить два числа икĕ хисепе хуш; 3. (собрать, составить) çыпăçтар, пĕрлештер; сложить клочки бумаги хут татăкĕсене çыпăçтар; 4. (построить) купала, ту; сложить печь кăмака купала; 5. (сочинить, составить) хыв, хур (юрă); 6. (перегнуть, свернуть) хуçлат, хутлат; сложить нож çĕçĕ хуçлат; сложить руки на груди алăсене кăкăр çине хур (е тыт); сложить лист пополам хут листине çурмалла хуçлат; 7. разг. (снять) антар, ил, илсе хур; сложить ношу с плеч çĕклеме хулпуççи çинчен антар; 8. перен. (освободить от выполнения чего-л.) хăтар, хăтăл, (пулма) пăрах, сирсе пăрах, ху çинчен ил; сложить свои полномочия хăвăн полномочииĕ пăрах; 9. на кого (переложить на другого свои обязанности) çине хур, тие, пар; ◇ сложить оружие парăн; сложить голову пуç хур; сидеть сложа руки ĕçсĕрленсе лар.

смыть

сов. что 1. çуса яр (е тасат); смыть грязь вараланчăка çуса тасат; 2. перен. (снять) тасат (ята); 3. (унести течением) çи, çисе (е çĕмĕрсе, юхтарса, илсе) кай; ◇ как водой смыло таçта кайса кĕчĕ.

снести

сов. 1. кого-что (спустить сверху вниз) антар (çĕклесе); снести мешки в подвал михĕсене путвала антар; 2. кого-что (доставить куда-л.) леç (сĕклесе), леçсе яр (е пар), илсе кай, кайса яр (е леç, пар); снести письма на почту çырусене почтăна леç; 3. кого-что (принести в одно место) илсе кил, çĕклесе (е йăтса) кил; 4. кого-что (унестио воде, ветре) юхтарса кай, вĕçтерсе (е сӳсе, илсе) кай, илсе (е сӳсе) пăрах; ураган снёс крышу çил-тăвăл çурт çине сӳсе кайнă; 5. что (разрушив, удалить) пăс, ват, çĕмĕр, ишсе антар; снести дом çурта ишсе антар; 6. что (срубив, удалить) касса тăк; снести сад сада касса тăк; 7. что, перен. (стерпеть) чăт, тӳс, чăтса (е тӳссе) ирттер; снести горе хуйхă чăтса ирттер; 8. что (о птицах) ту; снести яйцо çăмарта ту; ◇ не снести головы кому-л. пуçна çухатăн, чĕррĕн юлаймăн.

снять

сов. 1. что (взять сверху) ил; снять с полки книгу çӳлĕк çинчен кĕнеке ил; 2. что (при раздевании) хыв, салт, хывса ил; снять пальто пальто хыв; снять обувь ура салт; 3. что (отменить) пăрахăçла; сирсе пăрах, ил; снять блокаду блокадăна сирсе пăрах; снять карантин карантина пăрахăçла; 4. что (удалить) сӳ, уйăр, хăпăт, сӳсе (е уйăрса, хăпăтса, касса, шăлса, сăтăрса) ил; снять шкуру тирне сӳсе ил; снять волосы çӳç кас; снять грим гримне шăлса ил; 5. что (убрать, собрать) ил, пуçтарса ил; снять урожай тырпул пуçтарса ил; 6. кого-что, воен. (отозвать, удалить) (чĕнсе) ил, илсе кай; вĕлер, (вĕлерсе) пĕтер; снять часовых противника тăшман часовойĕсене вĕлерсе пĕтер; 7. кого-что (с парохода, поезда и т. п.) антар, антарса хăвар, кăлар; снять безбилетного пассажира билетсăр пассажира антарса хăвар; 8. кого (отстранить, освободить) хăтар, кăлар; снять с работы ĕçрен хăтар; 9. что (отменить) кăлар, ил, хăтар, хурат; снять вопрос с повестки дня ыйтăва кун йĕркинчен кăлар; снять с учёта учётран хурат; 10. что (точно воспроизвести) ил, туса (е çырса, ӳкерсе, виçсе) ил; снять копию с документа документ копине туса ил; снять мерку виçсе ил; 11. кого-что (запечатлеть, воспроизвести) ӳкер, ӳкерсе ил; снять кинокартину кинокартина ӳкер; 12. что (взять внаём, нанять) тара ил; снять комнату пӳлĕм тара ил; 13. что и без доп., карт. тĕк, илсе хур (карт валеçнĕ чух); снять голову с кого-л. пуç кас (хытă айăпла); как рукой сняло çийĕнчех иртсе кайрĕ.

сообразоваться

сов. и несов. с чем. 1. (поступить, поступать согласно чему-л.) шута илсе ту, хисепе илсе (е хурса) ту, пăхса ту, кура ту, килĕштерсе ту; коваться со своими возможностями пултарнине кура ту; действовать, сообразуясь с обстановкой лару-тăрăва шута илсе ĕçле; 2. (быть в соответствии с чем-л.) килĕшсе тăр, тӳрĕ кил.

сопровождаться

несов. 1. (происходить одновременно) пĕрле (е пĕр вăхăтра) пул,... чух пул; дождь сопровождался ветром çумăр çиллĕ пулчĕ; 2. (влечь за собой) хыççăн пул, илсе кил; жара сопровождается грозами шăрăх çанталăк хыççăн аслатиллĕ çумăр пулать; 3. (быть снабжённым) лă [⸗лĕ] пул, пар; книга сопровождается комментариями кĕнеке комментариллĕ; текст сопровождается примечаниями текст патне асăрхаттарусем панă.

соразмерно

нареч. 1. танлаштарса, шайлаштарса, килĕштерсе, шута илсе, виçеллĕ; 2. предлог с дат. п. кура, тăрăх; расходовать средства соразмерно смете укçа-тенкĕ смета тăрăх расходла.

сорвать

сов. что 1. (что-л. растущее) тат, татса ил, чĕр, чĕрсе ил, чĕл, чĕлсе ил, хуç, хуçса ил; сорвать яблоко панулми тат; сорвать ветку сирени сирень тураттине хуçса ил; 2. (что-л. прикреплённое) кăлар, кăларса ил, хăпăт, хăпăтса ил; сорвать дверь с петель алăка тăпсинчен кăларса ил; сорвать пломбы пломбăна хăпăтса ил; 3. (что-л. надетое, лежащее, висящее на чём-л.) хывса ил, вĕçерсе ил, салтса ил, сӳсе ил, илсе пăрах (е ывăт), висте; сорвать шапку çĕлĕк хывса ил; бурей сорвало крышу çил-тăвăл çурт çине илсе ывăтнă; 4. разг. (ссадить, содрать кожу) ыраттар, шăйăрттар, шăйăрса (е вистесе) пăрах; 5. (испортить, повредить) тат, татса пăрах; сорвать резьбу картне татса пăрах (винтăнне); 6. что, перен. (нарушить ход чего-л.) пăс, путлантар, пĕтерсе ларт; сорвать урок урок ирттерме ан пар; сорвать замыслы врага тăшман шухăшне путлантар; 7. на ком-чём, перен. разг. (выместить) çавăрса яр (кам çине те пулин); сорвать злобу на детях çилле ачасем çине çавăрса яр.

составить

сов. что 1. (поставить рядом) лартса тух (е тултар); составить стулья в угол пукансене кĕтесе лартса тултар; 2. (создать, образовать) ту, хатĕрле; составить лекарство эмел хатĕрле; составить план план ту; 3. (собрать) пух, пухса йĕркеле; составить библиотеку библиотека пух; составить капитал мул пух; 4. перен. (добиться, заслужить) ту, ил, тивĕçлĕ пул; составить карьеру карьера ту; составить себе имя чапа тух; 5. (создать мнение, представление, понятие); составить мнение шухăшла; 6. (образовать, дать в совокупности) пул, пар, тар, шутлан; собрание сочинений составило двенадцать томов çырнисен пуххи вуникĕ том пулчĕ; экономия топлива составила десять тысяч рублей топливăна перекетлени вунă пин тенкĕ пачĕ; 7. (создать, явиться чем-л.) ту, кӳр; составить счастье телей кӳр; составить препятствие чăрмав кӳр; 8. (переставить сверху вниз) антарса ларт, илсе (е куçарса) ларт; составить цветы с подоконника на пол чечексене чӳрече янаххи çинчен урайне илсе ларт.

ссылка

ж. 1. по гл. сослаться; 2. (цитата) ссылка, цитата, илсе кăтартни (пĕр-пĕр произведенирен).

страх

м. 1. шик, хăрани, шикленни; дрожать от страха хăранипе чĕтре; наводить страх хăрат; страх смерти вилĕмрен хăрани; 2. в знач. сказ. разг. (страшно) хăраса каймалла, хăрушă, сехре хăппи; просто страх! хăраса каймалла!; 3. в знач. нареч. прост. (очень, чрезвычайно) питĕ, çав тери, шутсăр, вилĕм; ◇ у страха глаза велики шикли шикленет, кĕрĕк пĕркенет; на свой страх хăй çине ответ илсе, хăра-хăрах; под страхом хăратса, хăранипе; держать в страхе пăхăнтарса усра.

стянуть

сов. 1. что (туго перевязать) туртса (е пăвса) çых; стянуть петлю йăлласа çых; 2. что, тех. çирĕплет, хытар; стянуть планки болтами планкăсене болтсемпе хытар; 3. кого-что (собрать в одно место) пуçтар, пух, илсе пыр (пĕр çĕре); 4. что (соединить концы) пĕрлештер, çыхăнтар; 5. кого-что (снять, стащить) туртса (е сĕтĕрсе) антар, хывса ил; стянуть скатерть со стола сĕтел çиттине туртса антар; 6. кого-что, разг. (украсть) вăрла, çаклатса кай.

судок

м. 1. судок (соус, подливка тытмалли хăлăплă чашăк; уксус, пăрăç, горчица тытмалли савăт); 2. мн. судки (для переноски еды) судок (пĕр-пĕрин çине лартса илсе çӳремелле тунă кастрюльсем).

таможня

ж. таможня (чикĕ урлă товарсем илсе каçарнине тĕреслекен тата уншăн пошлина илекен учреждени); работники таможни таможньăра ĕçлекенсем.

тащить

несов. кого-что 1. разг. (волоком) сĕтĕр, сĕтĕрсе пыр, илсе кай, туртса кай, йăтса кил; тащить лодку в воду кимме шыва сĕтер; тащить бревно пĕрене сĕтер; 2. разг. (вести или везти за собой), çавăтса пыр, çавăтса кай, сĕтĕр, сĕтĕрсе кай; буксир тащит баржу буксир баржăна сĕтĕрет; куда ты меня тащишь? эсĕ мана ăçта сĕтĕретĕн?; 3. (извлекать) кăлар, турт, туртса кăлар; гвоздь из стены стенаран пăта кăлар; 4. разг. (красть) вăрла, йăкăрт, хĕстер.

типизация

ж. типлани, типизаци (1. типсене классификацилени; 2. лит., иск. паллă сăнарсене уйăрса илсе пĕтĕмлетни).

типология

ж. типологи (тĕрлĕ япаласемпе пулăмсене вĕсен пĕрпеклĕхĕсене шута илсе классификацилени).

убрать

сов. что 1. (унести, снять) пуçтар, илсе кай; убрать со стола сĕтел çинчен пуçтар; убрать из комнаты лишние вещи пӳлĕмри ытлашши япаласене пуçтар; 2. что, с.. (собрать) пуçтарса кĕр (е кĕрт); своевременно убрать урожай тырпула вăхăтра пуçтарса кĕр; 3. что (привести в порядок) тирпейле, йĕркеле, тасат; убрать комнату пӳлĕме тирпейле; 4. кого-что (устранить, выгнать) хăваласа (е кăларса) яр; 5. что (украсить) капăрлат, илемлет, тумлантар; убрать зал цветами зала чечексемпе капăрлат; 6. что (поместить куда-л.) вырнаçтар, вырнаçтарса хур, пытарса хур; убрать книги в шкаф кĕнекесене шкапа вырнаçтарса хур.

увезти

сов. кого-что 1. лартса кай, тиесе кай, турттарса кай, илсе кай (машинăпа, лавпа); 2. разг. (похитить) вăрласа кай (турттарса).

увести

сов. 1. кого илсе (е çавăтса, ертсе) кай; увести детей домой ачасене киле илсе кай; 2. кого-что, разг. (украсть) вăрласа кай; увести лошадей лашасене вăрласа кай.

увлечь

сов. 1. кого-что (унести, увести) илсе кай (е çитер); 2. кого, перен. (вызвать заинтересованность в чём-л.) интереслентер, кăсăклантар, илĕрт, ху майлă çавăр; увлечь товарищей своими замыслами юлташсене хăвăн шухăшусемпе илĕрт; 3. кого, перен. (заставить влюбиться) юраттар, кăмăла çавăр.

умчать

сов. кого-что вĕçтер, хăвăрт илсе кай (е çитер), ыткăнтар.

унести

сов. кого-что 1. (взять с собой) илсе (е йăтса, çĕклесе) кай; 2. разг. (украсть) вăрласа (е çаклатса) кай; 3. (увлечь за собой) вĕçтерсе (е юхтарса) кай; лодку унесло ветром кимме çил юхтарса кайрĕ; 4. (отнять) пĕтер; горести и заботы унесли много здоровья хуйхă-суйхă сывлăхă нумай пĕтерчĕ; ◇ еле ноги унёс аран тарса хăтăлчĕ.

факт

м. факт, пулнă ĕç, пурнăçра пулни; исторический факт историре пулнă ĕç; приводить факты фактсем илсе кăтарт; ◇ ставить перед (совершившимся) фактом ĕçне тунă хыççăн çеç пĕлтер.

хватать

несов. 1. кого-что çулса ил, ярса ил, ярса тыт, тыт; хватать коня за гриву ута çилхерен ярса ил; 2. без доп. разг. (клевать о рыбе) турт, хып; 3. кого, разг. (задерживать, ловить) тыт, тытса чар 4. что, разг. (без разбора приобретать) илсе тултар; хватать что попало мĕн лекнĕ çавна ил; 5. см. хватить; хватаь воздух çăвара карса сывла; он звёзд с неба не хватает вăл пултарсах каймасть; хватать за душу чуна пырса тив; хватать на лету хăвăрт ăнлан, час тавçăр; насколько хватает глаз куç çитнĕ таран; этого ещё не хватало çакă çитменччĕ тата.

цитировать

несов. что цитатăла, цитата ил, илсе кăтарт; цитировать классиков классиксене илсе кăтарт; цитировать на память пăхмасăр цитатăла.

черпать

несов. что 1. ăс, ăсса ил; черпать воду из ручья çырмаран шыв ăс; 2. перен. туп, ил; черпать знания пĕлӳ илсе тăр.

электрод

м. электрод (1. электричество токнĕ шĕвек е газ ăшне кĕртмелли хатĕр; 2. электричество токне шăратакан япала патне илсе пымалли пайĕ).

эмбарго

с. нескл. эмбарго (1. пĕр-пĕр япалана е тавара ют çĕршыва сутма е ют çĕршывран илме чарни; 2. ют çĕршыв пурлăхне илсе тухма чарни).

энергосистема

ж. энергосистема (электростанцисен, электролинисен тата энерги илсе тăракансен системи).

язык

м. 1. (орган) чĕлхе; пробовать на язык чĕлхе тĕксе пăх; 2. перен. (способность говорить) чĕлхе, калаçу, калаçни; дерзкий на язык чăрсăр чĕлхеллĕ, чăрсăр калаçать; острый на язык çивĕч чĕлхеллĕ; дать волю языку чĕлхене вĕçертсе яр; 3. (мн. языки) чĕлхе; русский язык вырăс чĕлхи; говорить на иностранном языке ют чĕлхепе калаç; 4. (разновидность речи) чĕлхе; литературный язык литература чĕлхи; разговорный язык калаçу чĕлхи; 5. разг. (пленный) чĕлхе; привести языка чĕлхе илсе кил; 6. перен. (что-л., имеющее удлинённую форму) чĕлхе; языки пламени вут чĕлхисем; ◇ суконный язык кăнттам чĕлхе; язык без костей у кого-л. чĕлхен чаракĕ çук; язык на плече у кого-л. хăшкăлса çитнĕ; как только язык повернулся чĕлхи мĕнле çаврăнчĕ-ши (мĕн те пулин калама); язык не повернётся чĕлхе çаврăнмасть (калама); язык прилип к гортани чĕлхе типсе ларчĕ; язык развязался чĕлхе уçăлчĕ; язык хорошо подвешен чĕлхи яка калаçать; язык чешется чĕлхи кĕçтет (калаçас килнипе); держать язык за зубами чĕлхӳне çырт; найти общий язык пĕр чĕлхе туп; придержать язык чĕлхӳне чар; проглотить язык чĕлхӳне çăтса ярăн (тутлă пулнипе); распустить язык нумай калаç, ытлашши калаç; болтать языком сӳпĕлтет, палка; дёрнуло за язык персе яр, кала хур; вертится на языке чĕлхе çинчех (аса илеймен чух); говорить на разных языках пĕрне пĕри ан ăнлан; не сходить с языка см. сходить; быть у всех на языке пур çынна калаçтар; сорвалось с языка тухса (е вĕçерĕнсе) кай (сăмахкалас темен çĕртенех); типун на язык чĕлхи çĕтĕлесчĕ, чĕлхи çине çăпан тухасчĕ; злые языки павра чĕлхесем (çын çинчен).

Социаллӑ сӑмахлӑхӑн вырӑсла-чӑвашла словарӗ (2004)

взяточничество

взяткăлăх (должноçри çын взятка илсе преступлени туни)

вклад

1. пулăшу кӳни, вăй хывни; вклад в развитие науки ăслăлăха аталантарма вăй хывни 2. вклад, хывнă укçа (банкра); валютные вклады банка хывнă валюта; получение процентов по вкладам хывнă укçаран процент илсе тăни

декларация

1. деклараци (ĕç принципĕсемпе тĕллевĕсене пĕлтерсе калани); правительственная декларация правительство декларацийĕ; Всеоощая декларация прав человека Этем прависен пĕтĕмĕшле декларацийĕ (ООН Аслă Ассамолейи 1948 çулта йышăннă); 2. деклараци (документ); таможенная декларация таможня декларацийĕ (çын чикĕ урлă хăйпе пĕрле мĕн-мĕн илсе каçарнине çырса пани); декларация о доходах тупăш декларацийĕ (налог инспекцине тăратмалли)

дом

1. çурт; кил; дом гостиничного типа хăна килĕ йышши çурт; работа на дому киле илсе ĕçлени 2. çурт (учреждени, предприятие); Дом народного творчества Халăх пултарулăхĕн çурчĕ; Дом торговли Суту-илӳ çурчĕ; дом отдыха кану çурчĕ

дотационность

дотацилĕх (пĕр-пĕр регион, предприяти дотаци илсе тăни)

завещание

халал, пиллев, пил хучĕ; политическое завещание политика халалĕ; письменное завещание пил хучĕ; оставить завещание халалла, пил хăвар; получить деньги по завещанию пиллевпе укçа илсе юл

инкассатор

инкассатор (организацисенчен укçа илсе банка çитерсе паракан çын)

интеллигенция

интеллигенци (ятарлă пĕлӳ илсе ăс-хакăл, ӳнен ĕçĕпе пурăнакансен йышĕ); творческая интеллигенция пултарулăх интеллигенцийĕ (çыравçăсем, художниксем, артистсем т.ыт.); техническая интеллигенция техника интеллигенцийĕ; сельская интеллигенция ял интеллигенцийĕ

казачество

казаклăх, казаксем (Раççейре XX ĕмĕр пуçламăшĕччен пулнă çар сословийĕ; казаксем 11 çара пĕрлешсе тăнă, сăм., Дон, Кубань, Урал, Çĕпĕр, Аçтăрхан çарĕсем т.ыт. пулнă. Халĕ казаклăх çĕнĕрен вăй илсе пырать)

клиринг

клиринг (парăмсене укçа тӳлемесĕр, хире-хирĕç шута илсе татни)

колониализм

колониализм, колонилĕх (вăйлă патшалăхсем — метрополисем — ытти çĕршывсене ярса илсе пусмăрлас политика)

колонизатор

1. колонизатор (колони ярса илсе унти халăха пусмăрлакан) 2. колонизатор (пушă выртакан çĕрсем çине куçса вĕсене ĕçе яракан çын)

маркетинг

маркетинг (тавар туса кăларас, сутас ĕçе рынокри лару-тăрăва шута илсе йĕркелени)

надомник

кил ĕçлевçи (киле ĕç илсе вăй хуракан çын); портной-надомник кил çĕвĕçĕ

наследник

еткерçĕ, тĕпкĕч (вилнĕ çын пурлăхне закон тăрăх илсе юлакан); наследник престола патша пулас çын, патша еткерçи

оккупация

оккупаци (ют çĕре ярса илсе çар вăйĕпе тытса тăни); находиться под оккупацией оккупацире пул

реституция

реституци (вăрçă вăхатĕнче пĕр çĕршывран теприне илсе кайнă пурлăха каялла тавăрни)

спекуляция

1. спекуляци (тавара йӳнĕпе илсе хакла сутни) 2. сăмах вăлтни, сăмах ултавĕ; спекуляция лозунгами лозунгсемпе вăлтса улталани

статистика

статистика (общество пурнăçĕнни тăтăш пулăмсене шута илсе тĕпчекен ăслăлăх)

эвакуация

эвакуаци; эвакуацилени (халăха хăрушă вырăнтан илсе тухни); эвакуация населения халăха эвакуацилени; находиться в эвакуации эвакуацире пурăн

Чӑвашла-эсперантолла сӑмах кӗнеки

вăй

[voj]
forto, povo
ал-ура вăйĕ — fizika forto
вăй çитнĕ таран — laŭeblo, laŭ fortoj
вăй пухса илсе малалла кайрăмăр — post kunmeti la fortojn ni iris plu
саккун вăйа кĕчĕ — la leĝo ekhabis povon
куç вăйĕ — vidkapablo
лаша вăйĕ — ĉevala povo
вăй патăр! — bonan laboron! (saluto al laborantaj homoj)
вăй-хăват — forto, energio, povo
вăй-хавал — spiritforto, entuziasmo, vivenergio
вăй-хал — forto kaj sano, vivenergio
вăйлă — forta, fortika
ĕнер ирпе вăйлă çумăр çуса иртрĕ — hieraŭ matene pluvegis
вăйлан — fortiĝi
вăйлат — fortigi
вĕсем пире вăйпа сĕтел хушшине лартрĕç — ili nin altabligis perforte, ili nin sidigis ĉe la tablon
вăйсăр — senforta, malforta
вăйсăрлан — malfortigi
вăйсăррăн — senforte, malforte, senpove, apenaŭ
вăйăм — iflluo, aŭtoritato, efiko
вăл вăйăмне çухатнă — li perdis la aŭtoritaton

ил

[il]
preni (prenu), aĉeti (aĉetu), helpverbo (tre ofte kun la signifo "iomete" aŭ "komenco de ago")
кашăкпа ил — preni per kulero
кивçен ил — prunepreni
тара ил — lui
эп(ĕ) ăна йӳнĕпе илтĕм — mi aĉetis tion kontrau malkara prezo
мана ĕçе илнĕ — oni min dungis
илсе кай — forpeni, forporti
илсе кил — alporti
илсе пар — doni, transdoni, aĉeti (por iu)
илсе çӳре — kunporti, kunpreni
илсе хур — transmeti, provizi sin, meti flanken
астуса ил — rememori
кайса ил — iri (por io)
канса ил — ripozeti
вăрçăнса ил — kvereleti
çырса ил — kopii
татса ил — (de)ŝiri, ŝirpreni
макăрса ил — ploreti
кĕтсе ил — renkonti, ĝisatendi
палласа ил — rekoni
пăхса ил — rigardeti, ekrigardi
пухса ил — kolkekti, kunvenigi, arigi
çавăрса ил — ĉirkaŭi
тытса ил — forpeni
depreni
ӳкерсе ил — desegni, desegnokopii
ыталаса ил — ĉirkaŭpreni, brakumi
чĕнсе ил — voki, inviti
аса илтер — memorigi

кай

[kaj]
iri (iru), foriri (foriru), veturi (veturu), forveturi (forveturu), forflugi (forflugu); helpverbo (tre ofte kun ideo de "foriĝo")
эп(ĕ) автобуспа кайăп — mi iros per buso
ĕçе кай — iru al laborejo
ăçта кайатăн? — kien vi iras?
пуйăс Хусана кайать — la trajno iras al Kazano
качча кай — edziniĝi
ватăлса кай — maljuniĝi
илсе кай — forpreni, depreni
иртсе кай — pasi, preterpasi, forpasi
йăтса кай — forporti
манса кай — forgesi
пулса кай — okazi
тухса кай — foriri
килсе кай — viziti, veni vidi
савăнса кай — ekĝoji
çухалса кай — perdiĝi, perdi sin
чирлесе кай — malsaniĝi

çӳре

[ŝjure]
iri (iru), vagi (vagu), frekventi (frekventu), veturi (veturu), vojaĝi (vojaĝu)
ĕçе машшинпа çӳре — iri al laborejo per aŭto
ĕçсĕр çӳре — vagadi sencele
çул çӳре — vojaĝi
вăрмана çӳре — iri en la arbaron
сехет тĕрĕс çӳрет — la horloĝo precize funkciasт
илсе çӳре — porti, kunporti
килсе çӳре — viziti, venadi
куçса çӳре — nomadi
çӳрев — vojaĝo, piedmarŝo
çӳревçĕ — vojiranto, vojaĝanto
çӳрет — vojaĝigi

хур

[ĥur]
meti; helpverbo kun la signifo "meti"
вырăна хур — meti sur sia loko
хурса тух — dismeti, finmeti
вăй хур — klopodi, peni
ĕç укçи хур — fiksi salajron
пысăка хур — alte taksi
юрă хур — verki kanton
илсе хур — formeti
палăртса хур — marki, noti
хупса хур — fermi, ŝlosi
айăпа хур — akuzi
ашшĕне хунă — li tre similas al sia patro
чуста хур — knedi paston
пуç хур — fordoni sian vivon, perei
тĕпе хур — meti bazon, baziĝi
ят хур — doni nomon, nomi
хурав — respondo
хурав пар — respondi, doni respondon
хуравла — respondi
хуравлаш — informi, sciigi, korespondi, respondi unu al la alia

Йоханнeс Бeнцингăн (Benzing) нимĕçле-чăвашла словарĕ

aufschieben

ilse hăvaras
илсе хăвар

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

кап

, диал. хапа 1. «внешний вид», «форма», «фигура», «корпус»; 2. «целый», «цельный», «монолитный»; чула каппипех илсе килнĕ «камень (огромный) привезли в цельном виде, не ломая на куски»; ку лашан хапи çеç, вăйĕ çук «лошадь эта берет только своим внешним видом (корпусом, фигурой), а силы у нее нет»; туркм., азерб. габ, тур. кап «сосуд», «посуда», «наружный покров», «покрышка», «футляр», «чехол»; якут. кэп, киэп «форма», «модель», «вид», «облик»; МК каб «посуда», «коробка», «чехол»; казах. кейип «внешний вид», «облик», «физиономия»; кирг. кейип, кейп «вид», «форма»; ног. кеп «внешний вид», «форма»; кап «маска»; алт В кеп «образец», «форма», «колодка», к. калп. кеп «чучело»; Ср. монг. кеб, хәв «форма», «отпечаток»; «вид», «фасон», «модель», «образец»; «фигура», «телосложение», «внешние формы»; бур.-монг. хэб «образец», «шаблон»; в финно-угорских языках из тюркских: мар. кап, кӓп «тело», «корпус»; «рост»; удм. каб «форма», «модель», «колодка»; манс. кеп «образ»; венг. кер «картина»; «отражение»; «лицо», «образ», «облик». Ср. др. русск. капь «образ», «изображение», «идол»; капище «языческий храм, где стояли идолы».

Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ

Ăша ил

Ăша ил 1. обращать / обратить внимание на что; 2. запоминать / запомнить что; 3. принимать / принять близко к сердцу.
1. Василько, хăй чунĕ тасаскер, вăл сăмаха ăшне те илмен. 2. Даклада Таня нимĕн шарламасăр, тимлесе итлерĕ, кашни сăмаха ăша илме тăрăшрĕ. А. Артемьев. 3. Чапаев... Анохин сăмахĕсене ăша илсе, шухăша кайрĕ. В. Бурнаевский.

Вăй ил

Вăй (хăват) ил крепнуть / окрепнуть, набираться / набраться сил.
Вăй илнĕ чăвашăн чĕлхи уçăлать. Хăюллăн пырать вăл ялав патнелле. С. Элкер. Сурăм шывĕ çак ял патне çитнĕ, шыв арманĕн çуначĕсене çавăрмалăх вăй илет. Ю. Скворцов. Çумăрпа вăй илнĕ ыраш калчи пуç тайса хумханчĕ. В. Васильев-Уçăм. Граждан вăрçи хыççăн тăват-пилĕк çултан Совет çĕршывĕ лайăхах аталанса вăй илчĕ. С. Элкер. — Тĕп тăвăр вĕсене [халăх тăшманĕсене]! — ян каять сасă Тухтар сăмахĕпе хăват илсе. Н. Илпек.

Йăнăш çул çине илсе тух

Йăнăш çул çине илсе тух сбивать / сбить с истинного пути кого.
Тӳррипе каласан, агрономпа Константинов сире йăнăш çул çине илсе тухма тăрăшнă. В. Краснов-Асли.

Мăйĕнчен хăмăт тухмасть

Мăйĕнчен хăмăт тухмасть (ходит) постоянно в упряжке (о лошади).
— Пĕр лашапа те шыва хутламалла, те çĕрулми, те çăнăх, те тырă илсе каймалла. Ахаль те мăйĕнчен хăмăт тухаймасть. А. Емельянов. Лашасăр колхоз — колхоз мар, мăйĕсенчен хăмăт тухмасть, апатне памаççĕ. В. Ухли.

Мунча кĕрт

Мунча кĕрт 1. устраивать / устроить баню кому, мыть / помыть в бане кого; 2. задавать / задать баню кому (сильно ругать, бранить кого-либо; жестоко побить, поколотить и т. п. кого-либо).
1. Пире мунча кĕртрĕç те пограничник тумне тăхăнтартрĕç. В. Алентей. Леонидовкăра Данил Егорович пире хăйĕн килне илсе кайса мунча хутса кĕртрĕ. Уйăп М. 2. Паллах ĕнтĕ, ырăшăн мар. Штаба унта пирĕн пеккисене мунча кĕртме кăна чĕнеççĕ. Л. Агаков. Çавна чараймастăн-и?.. Вĕлтренпе мунча кĕрт, çатма çинчи пулă пек ăшалантар. С. Аслан.

Мыскара ту

Мыскара ту шутить / пошутить, балагурить.
Тăхти темĕнле йывăр та хаваслă пулма, шӳтлеме, мыскара тума юратать, сăмахшăн кивçене каймасть. А. Артемьев. — Мыскара туса кăтарт-ха ку япаласемпе тăшмансене, — терĕ старик. Вася илсе килнĕ «çĕркăмрăк» катăкĕсене çавăркаласа пăхса. А. Александров.

Пил ил

Пил [пиллĕх] ил получать / получить благословени от кого.
Военкомран пил илсе Тухса кайнă Микула. Н. Сандров. Пиллĕх илсен, пин ылтăн. Ваттисен сăмахĕсем.

Пример ил

Пример [тĕслĕх] ил брать / взять пример с кого, в чем, следовать/ последовать примеру кого, чьему.
Тепри çамрăксене Осокин пек паллă çынсенчен, ватăрах коммунистсенчен пример илсе ĕçлеме чĕннĕ В. Паймен. Коммунистсем — малти ретре. Эсĕ коммунистсем пек пулас терĕн пулсан, вĕсенчен тĕслĕх илетĕ. Э. Волошина.

Пуç хыв

Пуç хыв жертвовать / пожертвовать жизнью.
Çак восстанире пурĕ 50 çын ытла пуçне хывнă, темиçе çĕр çын ĕмĕрлĕхех пуçиле е каторгăна ăсаннă. И. Кузнецов. [Тарье:] Пĕр савăнăçсăр иртрĕ ман пурнăç. Упăшкапа пурăнса телей курни те икĕ çул кăна. Илсе кайрĕç ман Ваçлее, каялла ямарĕç — пуçне хыврĕ ют çĕршывра. П. Осипов.

Расхут кăлар

Расхут кăлар [ту] расходовать / израсходовать что.
Больница лартма кăна колхоз кивĕ укçапа ултçĕр пин тенкĕ расхут кăларать. П. Щипцов. — Пĕрле пурăнма пуçлатпăр пуль, тусăм. Пурнăçра мĕн кирли пĕтĕмпех пур манăн. Ăна-кăна илсе расхут тăвас çук. А. Лазарева.

Сăмах ил

Сăмах ил брать / взять слово (по собственному желанию, инициативе выступить на собрании, заседании, митинге и т. п.).
— Ларусене çӳре, сăмах илсе кала, чире хывса ан вырт, — пат татрĕ ăна Шишкина. В. Ухли. Парторг хыççăн Геннадий сăмах илчĕ. А. Артемьев.

Çерем уç

Çерем уç поднимать / поднять целину (1. вспахать неподвергавшуюся обработке, ещё не паханную землю; 2. заново начать что-либо).
1. Парти чĕннипе эпир, Чĕре хуншипе эпир Уçрăмăр пĕр уçман çеремне. Г. Краснов-Кĕçĕнни. Тапранчĕ поезд, шурĕ, шурĕ... Куçран çухалчĕ инçетре. Пиччесене вăл илсе кайрĕ Çерем уçмашкăн Çĕн çĕре. И. Малкай. Ту хĕрринчи лапăра хресченсем çерем уçаççĕ. Н. Илпек. 2. Мана комсомол ĕçĕпе булорганизатор турĕç. Ку ĕçре ман «çерем уçмалла» пулчĕ. В. Паймен. Ӳпкелешсе пĕр вĕçĕмрен Хыпса çунать чĕрем. Мĕн чухлĕ манăн ĕçĕмре Уçман çерем! А. Воровьев.

Тăкак тӳс

Тăкак тӳс терпеть / потерпеть убытки.
Çу сĕрмесĕр урапа та кусмасть, çавăнпа та кашни килĕн пĕчĕк тăкак тӳсмелле пулать. Г. Алентей. Эс, Çитăр кум, пирĕнтен ытларах чухлатăн — илсе кайса сут çав нимĕçе пирĕн хăмлана, тăкакне тӳсĕпĕр, — терĕç хайхи хăмла ӳстерекен чăвашсем. П. Осипов.

Тутана ей

Тутана [тута-çăвара, çăвара, шăла] ей скалить зубы.
— Ăшçунтармăш эс, Иван Филиппович, — тутине ейсе ячĕ Анфиса. А. Талвир. — Парадокс! — йĕкĕлтесе кулса илчĕ Мария Федоровна, çӳхе тутине ейсе. Т. Петĕркки. — Илсе килтĕн-и, инке, мĕн хушнине? — ыйтрĕ стражник, сарă шăллă тути-çăварне ейсе. М. Трубина. Хĕрлĕ çӳç, çăварне ейсе, Катăк шăлне кăтартрĕ. Г. Краснов-Кĕçĕнни. Вăл çăварне карса кулать, шăлĕсене ейсе тăрать. Н. Илпек.

Ура тупанĕнчен пуçласа пуç тӳпине çитиех

Ура тупанĕнчен (тупанĕсенчен) пуçласа пуç тӳпине çитиех (пуç тӳпи таран) с [от] головы до ног [до пят].
Алайăн çанçурăмĕ вĕриленчĕ. Умĕнче ахăрашса тăракан хуçана вăл ура тупанĕнчен пуçласа пуç тӳпине çитиех тинкерчĕ. Митта П. Макара илсе кĕчĕç. Прапорщик ун çине ури тупанĕсенчен пуçласа пуç тӳпине çитичченех пăхса тухрĕ те кăвас икерчи пек тутисене кăшт култаран пек турĕ. М. Данилов-Чалтун. Унтан санаторие сывалма пынă çынна ура тупанĕнчен пуçласа пуç тӳпи таран, анчах ним чухлĕ те кӳренмелле мар куçĕпе виçсе сăнарĕ. Ю. Званацкий.

Ури çине ĕне пуснă

Ури çине ĕне пуснă дела плохи у кого, случилась беда с кем.
Упăшкине вăрçа илсе кайсан тин унăн ури çине ĕне пуснă. П. Щипцов. Мадина Гирфанова ури çине мĕн кĕçĕнлех ĕне пуснă. П. Львов.

Урине хуç

Урине хуç согреть немного; разбавлять/ разбавить.
Вара Исси васкасах чĕрес илсе тĕпсакайне анчĕ. Сăрине ăсса тухсан: — Сивĕрех ку, кăштах урине хуçас пулать, — тесе, вучаха хуран çакса ăшăтрĕ. С. Аслан. Шыв ытла сивĕ, пĕрер курка вĕри шыв ярса урине хуç.

Урлă выртана тăрăх çавăрмасть

Урлă выртана тăрăх çавăрмасть [илсе хумасть] не повернёт вдоль то, что лежит поперёк (о человеке, который ничего не делает).
— Эй, çав Борис каланине Чикессĕм çук эп хăлхана. Урлă выртан пуленкене Вăл тăрăх çавăрса хуман. Г. Ефимов. Ĕне витинче ним йĕрки те çук иккен, арпа та кĕрпе темелле. Кунта урлă выртана тăрăх илсе хуманни пĕрре пăхсах курăнать. С. Аслан.

Хăйне алла ил

Хăйне (хăй) алла ил брать / взять себя в руки.
Тарас Андреевич шăла çыртсах вăй пухрĕ те хăйне хăй алла илчĕ. П. Львов. Часах Урасмет хăйне алла илчĕ те... крыльца карлăкĕ çине вырнаçса ларчĕ. К. Турхан. Чаштах çĕкленчĕç Чĕрĕп йĕпписем, Анчах хăйне алла илсе, Каларĕ вăл: Ах, Юс пике, Мĕн-ма васкатăн ун пекех? А. Кăлкан.

Хисепе ил

Хисепе ил 1. вести счёт, учитывать / учесть; 2. учитывать / учесть что, принимать / принять во внимание что.
1. Никонов, тупăша, тăкака, хисепе илсе пыракан кĕнекене уçса, пӳрнипе тĕллесе кăтартрĕ; 2. Вылякансен çул шутне те хисепе илме тивет. В. Канюков.

Хурал тăрат

Хурал тăрат ставить / поставить охрану; ставить / поставить на караул [на стражу] кого.
Малтанах икĕ килне те хурал тăратма ăс çитернĕшĕн хăйне хăй мухтать. Н. Мранькка. Турханов отрядри çынсене вăрçăри лару-тăру çинчен каласа пачĕ, унтан, чĕнмен хăнасем сисмесле илсе ан тапăнччăр тесе, виçĕ постлă хурал тăратрĕ. М. Кипек.

Чĕлхе вылят

Чĕлхе вылят болтать [молоть, трепать] языком.
Чĕлхе вылятса лармашкăн майлăрах пултăр тесе, Шерккей çак сумлă хуçана сăркавушкă эрех те илсе килтерчĕ. Н. Илпек.

Чĕлхе уç

Чĕлхе уç заставить раскрыть [открыть] рот, заставить заговорить.
Кăна та пĕрле илсе каятпăр. Хурăн хулли темĕнле пиçĕ чĕлхене те уçаканччĕ-ха. Н. Мранькка.

Чире хыв

Чире хыв [пер] притворяться [прикидываться] / притвориться [прикинуться] больным, симулировать.
— Ларусене çӳре, сăмах илсе кала, чире хывса ан вырт, — пат татрĕ ăна Шишкина. В. Ухли. Хĕрлĕ Çаршăн йывăр кунсем пуçлансан, ăс-пуç енчен тайăлнă ват-супнă Ржевский, юлашкинчен, чире-пăлахая персе, командир ĕçĕнчен пăрăнса юлать. В. Бурнаевский.

Шанăçа тӳрре кăлар

Шанăçа [шанчăка] тӳрре кăлар оправдывать / оправдать надежду (надежды) кого, чью.
— Эсир çак кĕнекене илсе, аслă парти шанăçне тӳрре кăларасса шанатăп, — терĕ те подполковник Алмакова пĕчĕкçĕ кĕнеке тыттарчĕ, унăн аллине чăмăртарĕ. А. Медведев. Халĕ мана шкула таврăнма намăс марччĕ ĕнтĕ — эпĕ командованипе комсомол организацин шанăçне тӳрре кăлартăм. Ф. Орлов. — Аслă князь çапла шутлать: Шигалей хан, виççĕмĕш хут Хусан престолне йышăнса, государь шанчăкне тӳрре кăлараймарĕ. К. Турхан.

Шăпа тухрĕ

Шăпа тухрĕ пал жребий.
Сулă çинче юлма Ванькăна шăпа тухрĕ те, вăл хулана кайманшăн питĕ ӳкĕнчĕ. С. Павлов. — Чăнах та илсе каяççĕ-ши пире? Çавăн пек шăпа тухрĕ-ши вара маншăн? К. Турхан.

Шăпа яр

Шăпа яр [тыт] кидать [бросать] / кинуть [броситъ] жребий.
Авалхи йăлапа сунар вырăнĕсене шăпа ярса йышăнăпăр. М. Кипек. Атьăр, шăпа ярар. Камăн хаçат илсе каймалла? А. Артемьев. Пирĕн пĕр-пĕр шавлă халăх Шăпасем яма тухсан, Илчĕ çĕр нумай ят тăрăх Тукасри Митти пуян. Я. Ухсай. Якур, Тарас, Митя кил хушшине мечĕкпе выляма тухрĕç, лапта калекĕпе шăпа тытрĕç. П. Можаров.

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

авăн

п.п., ч.я. Çулталăкăн тăххăрмĕш уйăхĕ; сентябрь. Ака уйăхĕнче паппа туни авăн уйăхĕнче хуйхă патне илсе çитерчĕ. К-н, 1986, 6 /, 2 с. И.С.Максимов-Кош-кинскин 100 çулĕ — авăнăн 14-мĕшĕнче. ХК, 1993, 6 /, 16 с. Авăнăн 17—27-мĕшĕсенче çамрăксем геологи экспедицине хутшăнаççĕ. ÇХ, 2000, 37 /, 8 с. Тулта авăн уйăхĕ. ЧХ, 2000, 35 /, 2 с.

авăн уйăхĕ

п.п., ч.я. Çулталăкăн тăххăрмĕш уйăхĕ; сентябрь. Ака уйăхĕнче паппа туни авăн уйăхĕнче хуйхă патне илсе çитерчĕ. К-н, 1986, 6 /, 2 с. И.С.Максимов-Кош-кинскин 100 çулĕ — авăнăн 14-мĕшĕнче. ХК, 1993, 6 /, 16 с. Авăнăн 17—27-мĕшĕсенче çамрăксем геологи экспедицине хутшăнаççĕ. ÇХ, 2000, 37 /, 8 с. Тулта авăн уйăхĕ. ЧХ, 2000, 35 /, 2 с.

авăр

1. П.п. Пĕр-пĕр япалан çынна пăхăнтаракан витĕмĕ; серепе, таната. Парти авăрне лекнĕ Патшалăх Канашĕ... Х-р, 25.12.1997, 3 с. Унăн ăшшăн пăхакан куçĕсем, çемçе калаçăвĕ, лăпкă кулли... хăйсен авăрне çавăрса илсе кайрĕç. ТА, 1998, 1 /, 47 с. Çапла майĕпен театр авăрне кĕрсех кайрăм. ÇХ, 2000, 17 /, 12 с. — черкке авăрĕ (Х-р, 22.09. 1992, 4 с.); эрех «авăрĕ» (ПÇ, 16.05.2001, 3 с.); наркотик авăрĕ (ЧХ, 2000, 34 /, 6 с.); çемье авăрĕ (К-ш, 1998, 7 /, 8 с.); юрату авăрĕ (Т-ш, 2001,39 /, 10 с.). 2. П.п. Пĕр-пĕр пулăмпа çыхăннă вышкайсăр лару-тăру. Председатель хуçалăха юхăнчăклăх авăрне чăмтарнă. К-н, 1986, 20 /, 7 с. «Химпром» авăртан тухасшăн. Х-р, 29.10.1993, 1 с. Çеçпĕле юрату туйăмĕ вăйлă çавăрса илет те асап авăрне кĕртсе ӳкерет. Х-р, 18.09.2001, 3 с. — хăрушлăх авăрĕ (Я-в, 1991, 4 /, 23 с.); синкер авăрĕ (Я-в, 1995, 10 /, 113 с.); мĕскĕнлĕх авăрĕ (Ч-х, 1999, 27 /, 3 с.); финанс ултавĕн авăрĕ (Х-р, 2.07.1999, 3 с.); пĕчченлĕх авăрĕ (ÇХ, 2003, 2 /, 2 с.). 3. П.п. Хĕвĕшӳ, тĕркĕшӳ, пăтрану, пăтрав. «Сумкăсемпе порт-фельсем» текен лавккана ... çитрĕм те — чăн-чăн авăра лекрĕм. К-н, 1983, 24 /, 4 с. Пĕр сăвă та пулин... путмасăр иштĕр-и кун-çул авăрĕнче. Г.Ирхи, 1991, 24 с. Пире, йытă çурисем пек, коммунизмла идеологи мунчинчен рынок авăрне кăларса пăрахнă. Х-р, 28.04.1994, 3 с. Пурнăç авăрĕнче ишме вĕренеççĕ [Пуçелĕк]. ÇХ, 2002, 6 /, 5 с.

авăрлан

1. П.п. Хĕç-пăшаллан. Хресченсем чукмарсемпе, ухăсемпе çех авăрланнă пулин те, хаяррăн çапăçнă. И.Кузнецов, 1962, 146 с. Кашниех мĕнпе те пулин авăрланнă — айпăлтапа, тимĕр сенĕкпе. Хв.Уяр, 1980, 34 с. Киле çитсе çĕçĕпе авăрланнă та «тăшманне» тавăрма клуба таврăннă. ХС, 1997, 23 /, 2 с. 2. П.п. Хĕрӳлен, хастарлан, хавхалан. Касак тӳсейми çилĕпе авăрланнă. П.Хусанкай, 1933, 40 с. Йăкăнат сăмахĕпе авăрланса кайнă Носов... П.Афанасьев, 1985, 48 с. Çеçпĕлле хастарлăхпа авăрланнă Туркай сумлă ĕçе ... танлăн илсе пырать. Ю.Сементер //Я-в, 1999, 11—12 /, 4 с. Салтак пăтти çиме хатĕрленсе «авăрланнă» каччăна çапла тума мĕн хистенĕ. ÇХ, 1999, 5 /, 3 с. — савăшас шухăшпа авăрлан (Х-р, 11.10.2003, 3 с.).

арлаш

(АРЛАН), п.с., калаç. Ар хутшăнăвĕнче пул, ар çыхăнăвне кĕр; савăш (туп.). Арçын арçынпа е хĕрарăм хĕрарăмпа тĕлли-паллисĕр арлашса пурăнни вирус ересси патне илсе çитерет. Т-ш, 25.09.1991, 6 с. Çĕрĕпех арлашса выртрăмăр. ÇХ, 1.02.1997, 6 с. Пĕр чипер хĕрарăм вырăн çинче çĕнĕ чăвашпа арланса выртнă. К-н, 2002, 7 /, 18 с. — ВЧС, 1971, 134 с.

афганец

п.с., ç.с. 1979—1989 çулсенче Афганистан вăрçине хутшăннă («интернационалла тивĕçе пурнăçланă») совет салтакĕ. Пĕлтĕр кĕркунне «афганецсен» тепĕр ушкăнне «Воин-интернационалиста — пархатарлă афган халăхĕнчен» медальпе наградăларĕç. КЯ, 15.03.1989, 4 с. Вăрмар çывăхĕнчи пĕр яла шăп [çав] ... кун «афганец» виллине илсе пынă //Я-в, 1991, 6 /, 17 с. Афганецсемпе, ветерансемпе ... тĕл пултăм. Х-р, 8.09.1992, 1 с. Афганçă!.. Эс пулнă çичĕ хутлă тамăкра. Ю.Сементер //Я-в, 2002, 9 /, 77 с. — воин-«афганец» (Х-р, 4.08.1993, 2 с); Саша-афганец (Х-р, 31.10. 2002, 6 с.); афганецсен пĕрлĕхĕ (ÇХ, 1999, 8 /, 1 с.); афганецсен çемйисем (ÇХ, 2001, 14 /, 4 с.).

афганçă

п.с., ç.с. 1979—1989 çулсенче Афганистан вăрçине хутшăннă («интернационалла тивĕçе пурнăçланă») совет салтакĕ. Пĕлтĕр кĕркунне «афганецсен» тепĕр ушкăнне «Воин-интернационалиста — пархатарлă афган халăхĕнчен» медальпе наградăларĕç. КЯ, 15.03.1989, 4 с. Вăрмар çывăхĕнчи пĕр яла шăп [çав] ... кун «афганец» виллине илсе пынă //Я-в, 1991, 6 /, 17 с. Афганецсемпе, ветерансемпе ... тĕл пултăм. Х-р, 8.09.1992, 1 с. Афганçă!.. Эс пулнă çичĕ хутлă тамăкра. Ю.Сементер //Я-в, 2002, 9 /, 77 с. — воин-«афганец» (Х-р, 4.08.1993, 2 с); Саша-афганец (Х-р, 31.10. 2002, 6 с.); афганецсен пĕрлĕхĕ (ÇХ, 1999, 8 /, 1 с.); афганецсен çемйисем (ÇХ, 2001, 14 /, 4 с.).

бензопăчкă

п.с. Бензинпа ĕçлекен моторлă пăчкă. Эйпеç тăрăхĕнче кашни килте тенĕ пекех мотоцикл е бензопăчкă пур. К-н, 1979, 9 /, 4 с. Вут-шанкă татмалли бензопăчкă тупса параймăн-и. К-н, 1984, 4 /, 5 с. Хăйсемпе пĕрле вĕсем ... пăчкă та илсе килмен. Бензопăчкă çинчен сăмах та çук. Х-р, 16.09.1992, 4 с. — бензопăчкă ыйт (ЯБ, 1990, 10 /, 40 с.); бензопăчкă туян (С-х, 2000, 18 /, 4 с.).

биосфера

п.с. Чĕрĕ çутçанталăка юрăхлă талккăш, çĕр сийĕ, шыв-шур, сывлăш; пурнăç хутлăхĕ. Наукăпа техника революцийĕ ... кĕтмен хăрушлăхсем те илсе килчĕ — сăмахран, çутçанталăкпа биосферăна сиен кӳме пикенчĕ. Ю.Артемьев, 1980, 88 с. Пултăрччĕ таса та сывă биосфера яланах. М.Сениэль, 1990, 61 с. Этем кӳлепине биосфера [кирлĕ, биоуй] хупăрласа тăрать. Х-р, 17.07.1992, 4 с. Çавăн пекех çыншăн, биосферăшăн аван зонăсем те пур, вĕсене биокомфорт зони теççĕ. Я-в, 1995, 9 /, 104 с. — ВЧС, 1971, 52 с.

бюджетник

ç.с. Патшалăх хыснинчен шалу илсе тăракан, бюджет организацийĕнче ĕçлекен çын. Бюджетниксене (уйрăмах учительсемпе врачсене) ĕç укçи тӳлесси кая юлса пырать. Х-р, 20.01.1994, 2 с. «Бюджетниксем» ĕç укçи вăхăтра илеймеççĕ. Х-р, 11.03.1997, 2 с. Бюджетниксен умĕнчи парăм чакнă. ÇХ, 1999, 41 /. 3 с. — бюджетниксен шалăвĕ (Х-р, 21.02.1997, 1 с.)~~.

ваучер

ç.с. Патшалăх харпăрлăхĕнчи предприятисене приватизаци (туп.) тунă чухне акци (пай хучĕ) тата пурлăх илме май паракан хаклă йышши хут; Раççей Федерацийĕнче 1992—1994 çулсенче усă курнă приватизаци чекĕ. Ĕнер Раççей Федерацийĕн Патшалăх пурлăх комитетĕнче ваучер «пре-зентацийĕ» пулчĕ. Х-р, 26.08.1992, 2 с. Сире приватизацилеме юрать-и.Ваучерăра кăтартăр-ха! Х-р, 19.09.1996, 1 с. Ваучер-сене тарăн калушпа улăштаракансем те, вунă пинпе сутса яракан-сем те, акцисем илсе юлакансем те пулчĕç. ЧÇ, 1998, 14 /, 11 с. Ваучер текен хут таткипе улталаса, акцисемпе пуясса шантарса халăх пурлăхне уйрăм çынсен аллине парса пĕтерчĕç. ХС, 1999, 19 /, 2 с. — ваучер фончĕсем (Х-р, 22.02.2000, 2 с.).

видеоплейер

ç.с. Видеокассетăри (туп., 1) информацие телеэкранпа курма май паракан хатĕр; ансат видеомагнитофон. Кунтан вĕренсе тухнă А.Федотов шкула компьютер, В.Федотов — музыка центрĕ, ... Н.Шишкин — видеоплейер пачĕç. ÇЯ, 12.07.2000, 4 с. Кунтан [директор пӳлĕ-мĕнчен] «Орион» видеоплеер тата телефон аппарачĕ илсе тухса кайнă. Х-р, 21.10.2000, 4 с. Хăйне килĕшнĕ япаласене пĕр купана пухса хунă, видеоплеер, компакт-дисксем. Х-р, 13.04.2001, 2 с.

видеоплеер

ç.с. Видеокассетăри (туп., 1) информацие телеэкранпа курма май паракан хатĕр; ансат видеомагнитофон. Кунтан вĕренсе тухнă А.Федотов шкула компьютер, В.Федотов — музыка центрĕ, ... Н.Шишкин — видеоплейер пачĕç. ÇЯ, 12.07.2000, 4 с. Кунтан [директор пӳлĕ-мĕнчен] «Орион» видеоплеер тата телефон аппарачĕ илсе тухса кайнă. Х-р, 21.10.2000, 4 с. Хăйне килĕшнĕ япаласене пĕр купана пухса хунă, видеоплеер, компакт-дисксем. Х-р, 13.04.2001, 2 с.

гемодиализ

ç.с., мед. Пӳре çителĕксĕрлĕхне юн тасата-кан «пӳре ĕренки» аппаратпа сиплени. Шупашкарта гемодиализпа пӳре куçарса лартакан центр уçăлчĕ. Х-р, 26.06.1997, 2 с. Хăнана [больницăра] чи малтанах гемодиализ уйрăмне илсе кайрĕç. ХС, 14.01.1999, 2 с.

дезодорант

п.с. Ӳт-пĕве е пӳлĕме уçăлтаракан, ырă шăршă кӳрекен хатĕр. Болгарирен илсе килнĕ дезодорантсене парнеленĕ. ÇХ, 2000, 6 /, 5 с. Унран [тар шăршинчен] хăш чухне чи вăйлă дезодорант та сыхласа çитереймест. С-х, 2000, 21 /, 2 с. Вăйлă тарлакансем дезодорантсемпе, анти-перспирантсемпе çеç çырлахаймĕç. ÇХ, 2001, 21 /, 10 с.

декларациле

ç.с. Декларацие кĕрт; пурлăх-тупăш пирки — налук службине, чикĕ урлă каçаракан тупра пирки таможньăна евитле. Шалти ĕçсен министерствинче ĕçлекен кашни сотрудникăн тупăша, çурт-йĕре, ... хаклă хутсене декларациле-мелли йĕрке туса хутăмăр. Ч-х, 1999, 14 /, 3 с. Пĕр çын деклара-цилемен валютăна чикĕ леш енне илсе каçма тăнă. ÇХ, 1999, 42 /, 8 с.

джип

ç.с. Çынсене илсе çӳреме тата çăк турттарма юравлă, питĕ хăватлă çăмăл автомобиль. Илемлĕ машинăсене кăмăллать, ... темле джип пур. ÇХ, 1998, 47 /, 8 с. Ара, хура халăхăн миллионĕсене çарататпăр-çке, «мерседессемпе» джипсем çинче ярăнатпăр. Ч-х, 1999, 27 /, 6 с. Пирĕн джип ... тумхахлă çул çинчен шоссе çине тухрĕ. Т-ш, 2000, 34 /, 11 с. — президент джипĕ (ПП, 2000, 7 /, 2 с.).

донор

ç.п.,куçăм. Хăйĕнчен чухăнраххисене укçа-тенкĕпе пулăшакан область, республика е çĕршыв. Чăваш ен хăйĕн пенсионерĕсене тивĕçтермелли суммăн 51 процентне кăна хăйĕнчен кăларать, ыттине донорсенчен илсе тăрать. Х-р, 13.02.1997, 1 с. — донор-çĕршыв (Х-р, 4.10.2000, 4 с.).

кофе арманĕ

ç.я. Кофе тавраш авăртмалли кил-тĕрĕш хатĕрĕ. Кофе арманĕ е кофе авăртмалли ... тени те пур. Т-ш, 12.02.1992. Коллективăн «трофейисем» [лотерейăпа выляса илнĕ хатĕрсем] начар мар, виçĕ радиоприемник, кроссовка, кофе арманĕ... Х-р, 6.02.1993, 2 с. Тулă, урпа, сĕлĕ кĕрписене пĕр пек шайпа илсе кофе арманĕпе авăртмалла. С-х, 1999, 26 /, 1 с.

канихвет

п.в. Пылак çимĕç тĕсĕ; канфет. Пырса хурать минтер айне е канхветне, е шăккăлатне. М.Ставский //К-ш, 7.04.1990, 4 с. Тяпкин пĕр хутаç канхвет илсе килсе [пĕчĕк артистсене] парнелерĕ. Х-р, 25.02.1997, 1 с. Дипломатĕнчен шампань эрех, пĕр курупка канихвет кăларса сĕтел çине хучĕ. Х-р, 7.02.1997, 4 с. Мăшăрлă пулăр тесе икшер канихвет çитерчĕ. ÇХ, 1998, 1 /, 4 с. — канхвет-премĕк (Я-в, 1991, 6 /, 32 с.); канихвет-пĕремĕк (ХС, 1999, 1 /, 2 с.); кăнахвет-премĕк (Ç-т, 1999, 1—2 /, 51 с.); канихвет-ирис (В.Эктел, 1996, 32 с.); — канихвет курупки (ÇХ, 1999, 6 /, 4 с.); канихвет хучĕ (Х-р, 27.11.2001, 3 с.); кăнахвит çи (ТА, 2002, 5 /, 16 с.); — тутлă канихвет (ÇХ, 1999, 11 /, 11 с.).

канхвет

п.в. Пылак çимĕç тĕсĕ; канфет. Пырса хурать минтер айне е канхветне, е шăккăлатне. М.Ставский //К-ш, 7.04.1990, 4 с. Тяпкин пĕр хутаç канхвет илсе килсе [пĕчĕк артистсене] парнелерĕ. Х-р, 25.02.1997, 1 с. Дипломатĕнчен шампань эрех, пĕр курупка канихвет кăларса сĕтел çине хучĕ. Х-р, 7.02.1997, 4 с. Мăшăрлă пулăр тесе икшер канихвет çитерчĕ. ÇХ, 1998, 1 /, 4 с. — канхвет-премĕк (Я-в, 1991, 6 /, 32 с.); канихвет-пĕремĕк (ХС, 1999, 1 /, 2 с.); кăнахвет-премĕк (Ç-т, 1999, 1—2 /, 51 с.); канихвет-ирис (В.Эктел, 1996, 32 с.); — канихвет курупки (ÇХ, 1999, 6 /, 4 с.); канихвет хучĕ (Х-р, 27.11.2001, 3 с.); кăнахвит çи (ТА, 2002, 5 /, 16 с.); — тутлă канихвет (ÇХ, 1999, 11 /, 11 с.).

кăнахвет

п.в. Пылак çимĕç тĕсĕ; канфет. Пырса хурать минтер айне е канхветне, е шăккăлатне. М.Ставский //К-ш, 7.04.1990, 4 с. Тяпкин пĕр хутаç канхвет илсе килсе [пĕчĕк артистсене] парнелерĕ. Х-р, 25.02.1997, 1 с. Дипломатĕнчен шампань эрех, пĕр курупка канихвет кăларса сĕтел çине хучĕ. Х-р, 7.02.1997, 4 с. Мăшăрлă пулăр тесе икшер канихвет çитерчĕ. ÇХ, 1998, 1 /, 4 с. — канхвет-премĕк (Я-в, 1991, 6 /, 32 с.); канихвет-пĕремĕк (ХС, 1999, 1 /, 2 с.); кăнахвет-премĕк (Ç-т, 1999, 1—2 /, 51 с.); канихвет-ирис (В.Эктел, 1996, 32 с.); — канихвет курупки (ÇХ, 1999, 6 /, 4 с.); канихвет хучĕ (Х-р, 27.11.2001, 3 с.); кăнахвит çи (ТА, 2002, 5 /, 16 с.); — тутлă канихвет (ÇХ, 1999, 11 /, 11 с.).

кăнахвит

п.в. Пылак çимĕç тĕсĕ; канфет. Пырса хурать минтер айне е канхветне, е шăккăлатне. М.Ставский //К-ш, 7.04.1990, 4 с. Тяпкин пĕр хутаç канхвет илсе килсе [пĕчĕк артистсене] парнелерĕ. Х-р, 25.02.1997, 1 с. Дипломатĕнчен шампань эрех, пĕр курупка канихвет кăларса сĕтел çине хучĕ. Х-р, 7.02.1997, 4 с. Мăшăрлă пулăр тесе икшер канихвет çитерчĕ. ÇХ, 1998, 1 /, 4 с. — канхвет-премĕк (Я-в, 1991, 6 /, 32 с.); канихвет-пĕремĕк (ХС, 1999, 1 /, 2 с.); кăнахвет-премĕк (Ç-т, 1999, 1—2 /, 51 с.); канихвет-ирис (В.Эктел, 1996, 32 с.); — канихвет курупки (ÇХ, 1999, 6 /, 4 с.); канихвет хучĕ (Х-р, 27.11.2001, 3 с.); кăнахвит çи (ТА, 2002, 5 /, 16 с.); — тутлă канихвет (ÇХ, 1999, 11 /, 11 с.).

кĕрешӳ

ç.п. е чĂваш кĔрешĔвĔ, ç.я. Чăваш халă-хĕн вăй-хал виçмелли, тытăçмалли мелĕсене тĕпе хуракан тупăшу (туп.) ăсталăхĕ; наци спорчĕн тĕсĕ. Чăваш кĕрешĕвне шкулта вĕренмелле [Пуçелĕк]. Х-р, 25.02.1997, 4 с. Çĕнĕ Шупашкарта «кĕрешӳ» чăваш наци спорчĕ вăй илсе те аталанса пырать. Т-ш, 1998, 8 /, 10 с. Чăваш халăх кĕрешĕвĕн регионти «Кĕрешӳ» фе-дерацийĕ. А-у, 2001, 1 /, 2 с. Паян Çĕнĕ Шупашкар спорт комп-лексĕнче чăваш кĕрешĕвĕн ăмăртăвĕ иртет. Х-р, 25.04.2002, 3 с.

киçтĕк

п.в. Сăрăпа ӳкермелли, сăрламалли хатĕр; кисть. [Картинăри] хĕр кĕлеткине киçтĕкпе унтан-кунтан тĕккелесе те пăхрĕпăсать кăна. В.Эктел, 1996, 105 с. Киçтĕкпе, сăрăпа ĕçлесси вĕсен пурнăç тĕллевĕ пулса тăнă. ЧТ, 28.02.1998, 4 с. Киçтĕк илсе пĕр йĕр çеç тăвĕ-и вăлçакă та ăна хавхалантарĕ. Х-р, 9.08.2000, 4 с. Чӳрече сăрлама кăна ĕлкĕреймен, киçтĕк тупайман. Ар, 2001, 20 /, 3 с. — художник киçтĕкĕ (П.Афанасьев, 1985, 46 с.); ӳнерçĕн киçтĕк вылянăвĕ (Юрий Зайцев, 1990, 5 с.); ятарлă киçтĕк (КÇ, 2000, 35 /, 3 с.); кивĕ киçтĕк (Ар, 2002, 13 /, 4 с.); — киçтĕкпе усă кур (Х-р, 15.03.1994, 4 с.); киçтĕк тыт (Х-р, 6.04.2001, 3 с.); киçтĕк ăстала (Ар, 2001, 20 /, 3 с.); сăрă-киçтĕкпе чирле (ÇХ, 2001, 34 /, 8 с.).

куçăмлă

ç.я. Пĕрле илсе çӳремелли телефон; мобильник. Эпир часрах пуйса мерседессем, куçăмлă телефонсем илес тесе шутламан. ÇХ, 18.09.1998, 4 с. — танл., мобильлĕ телефон. (Х-р, 28.09.2001, 3 с.).

куçăмлă телефон

ç.я. Пĕрле илсе çӳремелли телефон; мобильник. Эпир часрах пуйса мерседессем, куçăмлă телефонсем илес тесе шутламан. ÇХ, 18.09.1998, 4 с. — танл., мобильлĕ телефон. (Х-р, 28.09.2001, 3 с.).

лизинг

ç.с., фин., экон. Техникăна (е урăх пурлăха) майĕпен тӳлесе татмалли йĕркепе тара илни; аренда. Çакмалли-кăлармалли техникăна ... лизинг мелĕпе туянма пулать иккен. Х-р, 17.04.1996, 3 с. Колхоз топливо тата электроэнерги шучĕпе укçа перекетлесшĕн, лизинг йĕркипе çĕнĕ машинăсем илсе чуралăха кĕрсе ӳкесшĕн мар. ЧÇ, 1998, 14 /, 11 с. Виçĕм çул лизингпа икĕ трактор туяннă. ХС, 1999, 23 /, 2 с. Лизинг ял хуçалăх экономикине тĕреклетме пулăшать [Пуçелĕк]. Х-р, 2.12.2000, 2 с. — лизинг операцийĕсем (Х-р, 8.04.1993, 4 с.); лизинг фончĕсем (ХС, 18.11.1997, 1 с.); лизинг компанийĕ (Т-ш, 1999, 32 /, 3 с.; Х-р, 7.04.2001, 1 с.); лизинг ĕçĕсем, лизинг килĕшĕвĕ (Х-р, 2.12. 2000, 2 с.); — финанс лизингĕ, «Чăвашагропромлизинг» (Х-р, 2.12.2000, 2 с.).

модель

ç.п. Модельерăн çĕнĕ ĕлкеллĕ тумтирне тăхăнса халăха кăтартакан йăрăс çын; манекенщик, манекенщица. Вăл Америкăри чи сумлă модель агентствипе контракт тунине пĕлетпĕр ĕнтĕ. ÇХ, 1999, 10 /, 2 с. Линда «Слава Зайцев килĕ» фэшн-кафере модель пулса «Натюр-шоу» фирма тумĕсемпе куракансене паллаштарнă... Модель рольне Линда аван вылянă. Т-ш, 1999, 12 /, 11 с. Шурăна ... тепĕр паллă моделĕн М.Рузаевăн килĕнчен илсе тухса кайнă. ÇХ, 2000, 38 /, 4 с.

мтс

ч.с., кĕск. Машина-трактор станцийĕ. Тепĕр самант — техника халĕ питех те хаклă пулнине шута илсе ... машина-трактор станцийĕсем (МТС) йĕркелеме пуçласси. Çитес çул [республикăра] тĕслĕх вырăнне 2—3 МТС туса хурасшăн. Ку ĕнтĕ хăйне евĕр «васкавлă пулăшу» станцийĕсем пулĕç. Х-р, 13.10.2000, 1 с. Хальхи МТСсем... тырă вырса панăшăн хуçалăхран 60 процент натура ыйтаççĕ. Х-р, 6.02.2003, 1 с. — Ишлей МТСĕ, Муркаш МТСĕ (Х-р, 29.05.2001, 3 с.). — МТС директорĕ (ПÇ, 23.04.2003, 2 с.).

наркологи

п.с. Наркоманирен сыхланмалли тата сипленмелли ыйтусемпе ĕçлекен медицина пайĕ. Республикăра ĕçкĕçсене сиплеме ятарласа наркологи служби йĕркеленĕ. К-н, 1986, 13 /, 11 с. Акă, пĕр ӳсĕр çынна тăванĕсем наркологи уйрăмне сыватма илсе кĕреççĕ. Х-р, 20.01.1994, 4 с. Республикăри наркологи диспансерĕнче çамрăксене сиплекен наркологи уйрăмĕ пур. ÇХ, 1998, 48 /, 3 с. — наркологи кабинечĕ (К-н, 1987, 22 /, 4 с.).

нейрохирург

п.с. Нервсен пĕрлĕхĕ сиенленнине, чирленине хирурги мелĕпе (опеарци туса) сиплекен врач. Кировра нейрохирургсен семинарĕ иртнĕ. Х-р, 13.10.1992, 3 с. Ку хутĕнче операцие Грознăйри нейрохирург тунă, вăл титан пластинăсене Анăçран илсе килнĕ пластикпа улăштарнă. ÇХ, 2000, 11 /, 5 с.

нппп

ç.с., кĕск. Никама пăхăнман патшалăхсен пĕрлĕхĕ; СНГ. Мускавра НПППа кĕрекен çĕршывсен оборона министрĕсем канашлаççĕ. ÇХ, 1999, 12 /, 2 с. Милици уйрăмĕсене пĕтĕмпе 103 çынна илсе кайнă, 14-шĕ НППП çыннисем. Х-р, 22.02.2000, 4 с. СССР арканнă май чылайăшĕ халь чикĕ леш енчеНППП çĕршывĕсенче. Х-р, 23.06.2000, 3 с. — НППП писателĕсем (Х-р, 2.06.1992, 1 с.).

паишник

ç.с., калаç. Патшалăх автоин-спекцийĕнче ĕçлекен çын; ПАИ ĕçченĕ, ГАИ (ГИБДД) сотрудникĕ. Паишниксем çула пӳлчĕç, пурсăмăра та хулари шалти ĕçсен пайне илсе кайрĕç. Х-р, 9.01.1997, 3 с. Тĕрĕслев пункчĕсенче халь паишниксем çеç мар, шырав инспекторĕсем те тăраççĕ. Х-р, 12.05.1997, 3 с. — чăваш ПАИшникĕ (ÇХ, 1999, 6 /, 5 с.).

парламентçă

ç.с. Саккунсем йышăнакан органа суйланнă çын; парламент депутачĕ. Парламентçăсем ... пысăк шалу илсе çĕрме пуян та пулса тăчĕç пулĕ. Х-р, 7.04.2001, 2 с.

патакла

п.с. Патак пар, патак çитер; ислет, кӳпке. Анне пĕчĕкрен патакласа, ăс парса ӳстернĕ мана. В.Алендей, 1979, 412 с. Ну, ку ача-пăчана! Киле çитсенех патаклăп-ха пĕрре. К-н, 1985, 22 /, 10 с. Арçынна илсе тухса патакласа яраççĕ. Х-р, 20.10.1992, 4 с. Шипка тăвĕ çинче турккăсене епле патаклани çинчен кала-кала кăтартмалла. Н.Ларионов //Х-р, 7.06.1996.

принтер

ç.с. Компьютерти информацие хут çине куçарса паракан хатĕр. [Вăрăсем] служба пӳлĕмĕсен алăкĕсене çĕмĕрсе уçса вĕсенчен компьютер принтерĕ, телефон аппарачĕ ... илсе тухнă. Х-р, 12.11.1999, 2 с. Фонд çак кунсенче ачасем валли компьютер, принтер ... туянма библиотекăна 2060 доллар куçарса панă. Х-р, 3.04.2001, 1 с. — лазер принтерĕ (Х-р, 8.10.2003, 1 с.).

прихватизатор

ç.с., сивл. Патшалăх харпăрлăхне ултавлă майпа хăй аллине çавăрса илнĕ çын. Вĕсем, тĕрлĕ «прихватизаторсене» хӳтĕлесе, Пурлăх комитечĕн ĕçне хавшатма тăрăшаççĕ. Х-р, 22.01.1994, 3 с. Заводсене рабочисене тавăрса памалла, «прихватизаторсене» ссылкăна ăсатмалла. Х-р, 15.08.2000, 3 с. «Прихватизаторсем» предприяти ертӳçине Мускав таврашĕнченех илсе килсе лартасшăнччĕ. Ар, 2001, 6 /, 1 с. — партократ-прихватизатор (Х-р, 22.07.1992, 2 с.).

прихватизаци

ç.с.,сивл. Халăх пурлăхне ултавлă майпа уйрăм харпăрлăха куçарни; тӳнтерле приватизаци (туп.). Пирĕн колхозра приватизаци мар, «прихватизаци» пуçланчĕ. Х-р, 10.04.1992, 1 с. Çав «прихватизаци» пире ăçта илсе çитернине ... халь пурте куратпăр. Х-р, 11.11.1998, 1 с. Правительство прихватизаципе кĕрешет, анчах национализаци çулĕ çине пăрăнасшăн мар. ХС, 1999, 19 /, 2 с. — «прихватизаци» тапхăрĕ (Х-р, 22.07.1992, 2 с.); «прихватизаци» вăхăчĕ (Ар, 2001, 6 /, 1 с.).

психбольница

п.с., калаç. Ăс-тăн пăсăлнине, психика чирĕсене сиплемелли больница; психиатри больници. А.Фроловский ... республикăри психбольницăра вăй хурать. К-н, 1988, 1 /, 2 с. Ирĕксĕрех кун хыççăн «Чăваш Республики — пысăк психбольница» тесе шутласа илетĕн. ÇХ, 1997, 15 /, 6 с. Ăна психбольницăра ирĕксĕрлесе сиплĕç. Х-р, 1.03.2000, 1 с. Ватă уголовника психбольницăна экспертизăна илсе килнĕ. ÇХ, 2000, 6 /, 12 с. — психбольницăна ăсат (В.Енĕш, 1981, 138 с.); псих-больницăна хуп (Х-р, 24.06.1992, 3 с.); психбольницăна вырнаçтар (Х-р, 23.03.2000, 2 с.).

путч

п.с. Каварçăсен ушкăнĕ влаçа ярса илсе патшалăх тытăмне улăштарма хăтланни. 1991 çулхи августра, демократилле вăйсем путча путарнă хыççăн... Х-р, 14.09.1991, 1 с. Путч ан пултăр тесен компромисс тупма та пĕлмеллех çав. Я-в, 1992, 9 /, 14 с. Иван Полозков ... çурла уйăхĕнчи путчпа пĕрле манăçа тухнă. Х-р, 20.10.2000, 3 с. — путч умĕн (Х-р, 8.09.1992, 3 с.); путч хыççăн (Ч-х, 1999, 27 /, 7 с.); путч вăхăтĕнче (ÇХ, 2000, 37 /, 8 с.).

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

аренда, аренд

(хальхилле аренда) хресченсем çĕре тара илсе тăни; тара хакĕ. Хресченсем çĕре тара илсе (аренд) тăни [Çулталăк 1906:35]; Тара хакĕ (аренда) ӳсе пуçланă; çавăнпа хресченсем, Сибирте вĕçĕ-хĕрри çук ирĕк çĕрсем пур тенине илтнĕ те унталла туртăна пуçланă [Çулталăк 1906:37].

арендатор

çĕре тара илсе тăракан çын. <…> ахути пĕтсен вĕсем çав çĕре тара илсе тăракан çын (арендатор) патне пырса кĕнĕ [Добродетельные 1910:1].

архиерей

чиркĕве пăхса ун ĕçĕсене туса вĕрентсе тăракан пуçлăх. Чиркĕве пăхса ун ĕçĕсене туса вĕрентсе тăракан пуçлăхсем те (архиерейсем) çав апостолсенчен юлнă йăлапах алă хунă тăрăх пĕр-пĕринчен хăйсен ĕçĕсене туса пурăнма Святой Сывлăш тивлетне илсе пыраççĕ [Наставление 1896:142].

ахута

кайăкра çӳрени. Екатеринослав кĕпĕрнинче Варваровка ятлă хуттăрта виççĕн çĕр улпучĕ (помещик) çĕрĕнче кайăкра (ахутара) çӳренĕ; ахути пĕтсен вĕсем çав çĕре тара илсе тăракан çын (арендатор) патне пырса кĕнĕ [Добродетельные 1910:1].

берейтор

юлан утпа çӳреме вĕрентекен. Унтан пире пăхса çӳрекен берейтора (юлан утпа çӳреме вĕрентекене) чĕнсе илсе каларĕ: ак çак ачасене лашасем парăр, вĕсем те юлан утпа çӳреме вĕренесшĕн терĕ [Третья 1911:26].

больница

сыв мар çынсем выртакан çурт. Февралĕн 12 кунĕнче чирлĕ çын каллах йывăрлана пуçланă, … ирхине 13 кунĕнче сылтăм пĕççи шыçса тухнă, вара ăна сыв мар çынсем выртакан çурта (больницана) илсе кайса выртарнă [Чума 1897:8]; Анчах чăваша çав чирсенчен сыхланма е чирсене эмеллеме вĕрентсен, ытларах тухтăрсем, хĕвершшĕлсем чăваш хушшине ярсан, чăваш хушшинче ытларах аптеккăсем, чирлĕ çынсене эмеллемелли çуртсем (болнитсăсем) лартса парсан чирлекенĕ те чăваш хушшинче сахалланатех [Комиссаров 1918:25].

буржуа

хуçасем. Ку патшари рантьесем те (рантье тесе процент илсе усă курса пурăнакансене калаççĕ), фрацуз хуçисем (буржуа) сĕтел хушшинче сăра ĕçсе ларса Россия çинчен, унăн айван çыннисем çинчен газет вуласа ларса пирĕн хресченсем вăйĕпе [ту]пăннă укçана кăсйисене пит аван шутласа хураççĕ [Хыпар 1906, № 3:510].

велосипед

çуран чупакан урапа. Вĕçес кун пухăнасса вăтăр çын анчах пухăннă. Пурте вĕсем велосипед пек (çуран чупакан урапа) машина илсе пынă [Çулталăк 1914:12].

винтовка

пăшал. Чукун çулсем çинче пурăнакан жандармсене винтовкасем (пăшалсем) илсе парса военное министерство кăçал 3 пин тенкĕ пĕтернĕ [Хыпар 1906, № 43:692].

икона

турăш; таса сăн. Çав икона (турăш) халь те Ишек чирĕкинчех ларать; халь ĕнтĕ вăл турăша пĕтĕмпе ылттăнласа пĕтерсе иконостас ăшне лартнă [Житие 1879:43]; Иоанн аллине илсе килне тавăрăннă та кĕлĕ пӳлĕмне кĕрсе касса татнă аллине ĕлĕкхи вырăнне лартнă та Турă Амăшĕ сăнĕ (икона) умне чăркуçланса ларса куç çулĕпе ак çапла каласа кĕл тунă <…> [Училище 1892:11]; Çапла каласан вăл ухă илсе св. Георгийĕн таса сăнне (иконана) ухăпа тĕллесе пенĕ [Училище 1892:12]; Хресченсем хăйсен нушисем çинчен каласа пĕтерсен вĕсем илсе [пынă] турăша (икона) хăй аллине илсен Патша вĕсене [каланă:] «Тавтапуç сире Мана хисеплесе килнĕшĕн <…>» тенĕ [Хыпар 1906, № 9:136].

илем

хӳхĕм. Кăларсассăн вăл мĕнне пĕлмен; çавăнпа пĕлес тесе тимĕр япалапа касса пăхнă та унăн илемне (хӳхĕмне) курса вăл ăна килне илсе кайса пĕчикçĕ хĕр ачине вылляма панă [Житие 1879:41].

йăшăк

салху. Кĕтӳре пĕр-пĕр выльăх йăшăк (салху) çӳрет пулсан, апат начар çиет пулсан е кĕтӳрен юлса пырать пулсан кĕтӳçĕн ăна часрах киле илсе тавăрăнса урăх выльăхсенчен уйрăм хупас пулать [Сельский 1910:25].

капиталист

çĕр хуçи, пуян çын. Çавăнпа çĕр хуçи пулма пит усăлă-мĕн: нимĕн тумасан та банкра укçа тытакан пуян çынсем (капиталистсем) пек доход илсе пурăнма пулать [Хыпар 1906, № 38:593].

карцер, картсăр

пĕчĕкçеççĕ уйрăм тĕттĕм пӳлĕм, унта арестантсене лартаççĕ; сивĕ тĕттĕм пӳлĕм. Карцера илсе каймассерен хуралçă алли ĕнсе çине йывăррăн ӳкни сисĕннĕ [Хыпар 1907, № 18:131]; Ĕлĕкхи йĕркепе, халăх чунне илекен патша пур чухне, уншăн салтака темиçе куна кивĕ тĕттĕм пӳлĕме (картсăра) хупса лартатчĕç [Хыпар 1917, № 2:3].

комитет

халăх суйласа хунă çын ушкăнĕ; канаш. Пырсан вăл хресченсем тунă комитетри (халăх суйласа хунă çын ушкăнĕ) çынсене хăй аллине тытса пама хушнă [Хыпар 1906, № 38:600]; Пур ĕçсене те халăх хăй туса тăмашкăн хăй хушшинчен лайăх çынсене суйласа илсе комитетсем (канашсем) тумалла [Хыпар 1917, № 2:3].

лампадка

çу савăчĕ. Кĕлĕ пĕтсен унăн сыв мар урисене Св. Николай умĕнче çунакан çу савăтĕнчен (лампадкăран) çу илсе сĕрнĕ те, вăл пĕтĕмпех сывалса утса çӳрекен пулнă [О святой 1895:14].

ливан

ладон. Кам та пулсан Турра тырă парни кӳрес тесен вăл тулă çăнăхĕ илсе пытăр, ун çине йывăç çăвĕ юхтартăр, ун çине ливан* хутăр … *Ливан – тепĕр тĕрлĕ ладон теççĕ [Pentateuch 1988:197].

мина

кĕрепенке кĕмĕл. Вăл хăйĕн вунă чурине чĕнсе илсе вĕсене вунă мина (вунă кĕрепенке кĕмĕл) парса каланă: эпĕ тавăрăниччен çак минăсемпе тупăш тăвăр тенĕ [Лука 19:13].

минтер

çытар. Павел патша малтан хăй çине чаплă çĕлĕке тăхăннă та патша аслăлăхне кăтартакан япаласене минтер (çăтар) çине хурса хăй трон çине ларнă <…> [Священное 1896:9]. Вăл, халтан пĕтĕмпех тухса ӳкнĕскер, куçĕсене хупнă та йывăр ахлатса сывласа илсе пуçне минтер (çытар) çине хунă… [Кедров 1984:311].

мирă

(хальхилле миро) çу; хаклă йышши таса нард çăвĕ. Иисус Вифанияра юхан-суранлă Симон çуртĕнче чух Ун патне пĕр арăм алавастăр савăтпа хаклă йышши мирă (çу) илсе пынă … [Матфей 1911:59]; Вăл Вифанияра юхан-суранлă Симон çуртĕнче апат çисе ларнă чух пĕр арăм алавастăр савăтпа хаклă йышши таса нард çăвĕ (мvро) илсе пынă … [Марк 1911:102].

недоимка

илсе пĕтереймен куланай укçи. … пурăнма хĕсĕкрен халăх чухăнлана пуçланă, вара пăлханма тытăннă; пуринчен ытла илсе пĕтереймен куланай укçи (недоимка) ӳснĕçем ӳссе пынă [Çулталăк 1906:37].

панихида

вилнĕ çынсене асăнмалăх кĕл туни. Гермогенъ Хозанды порь протопопъ священниксэнэ дэ чиньдэрзэ вузэмьбэ перьлэ обѣдни служить тузассын, тада Гурiйбэ Варсоновiй ячьзэмьбэ вильне сьынзанэ азынмаллых кйль (панихида) тузассын, Спасскiй монастырэ сяв’ архiерейзэнь тобык-патьнэ кайза бырзассын вулзанэ порь священниксэмьбэ посьсяпны [Жития 1874:26–27]; <…> вилнĕ пулсан (ашшĕ-амăшĕ. – Э.Ф.) вĕсене Турă леш тĕнчере ырă вырăн патăр, вĕсен çылăхĕсене каçартăр тесе кĕл тăвас пулать, килте те ирлĕ-каçлă кĕл тăвас пулать, чиркӳре те Турă çăкăри илсе кĕл тутарас пулать, хăш чухне вилнисемшĕн кĕл тăвакан кĕлĕ панихида тутарас пулать [Беседы 1898б:52–53].

пан улми

пахча çимĕçĕн тĕсĕ. Христос çап-çутă пулнă хăвата чиркӳре çурла уйăхин (августăн) 6 кунĕнче асăнаççĕ. Вăл кун Христоса ĕненекенсем чиркĕве пахча çимĕçи (пан улми) илсе пырса кĕл тутараççĕ [Наставление 1896:96].

рантье

процент илсе усă курса пурăнакансем. Ку патшари рантьесем те (рантье тесе процент илсе усă курса пурăнакансене калаççĕ), фрацуз хиçисем (буржуа) сĕтел хушшинче сăра ĕçсе ларса Россия çинчен, унăн айван çыннисем çинчен газет вуласа ларса пирĕн хресченсем вăйĕпе [ту]пăннă укçана кăсийисене пит аван шутласа хураççĕ [Хыпар 1906, № 33:510].

свидетель

кĕнтеле. <…> Ăна мĕнле те пулин айăпласшăн Ун куçĕ умĕнчех суя свидетельсене (кĕнтелесене) тупса илсе пынă <…> [Два 1898:7].

сĕреке

тетел. Сĕрекене (тетелле) хĕрринелле илсе пыратпăр [Хыпар 1906, № 29:457].

сĕртĕн

аллуна хур. Çавăн чухне Ун патне Вăл сĕртĕнтĕр (аллине хутăр) тесе çамрăк ачасене илсе пынă [Господа 1890:111].

сĕтев

пайта, тупăш. Таварпа тавар улăштарать, çитменнине тата кĕмĕлпе ылттăн сĕтев (пайта, тупăш) илсе хăвăртрах вутлă кимĕсене тултара-тултара киле ăсатса пырать [Хĕрлĕ 1908:4].

соболь

ăшă тирлĕ тискер кайăк. Ку çĕре вăрçса илнĕ казаксем кунтан пиншер соболь (ăшă тирлĕ тискер кайăк) илсе кайнă [Хыпар 1906, № 43:678].

султан

турккăсен патши. Март уйăхин 5–20-мĕш кунĕсенче Магомет тĕнĕпе пурăнакансем хăйсен Назим ятлă патшине юратманскерсем пухăннă та кăшкăраша пуçланă, унтан телеграф канторĕне кайса телеграмма ямалли машинасене чиновниксенчен туртса илсе султан (турккăсен патши) патне телеграмма яма тытăннă <…> [Хыпар 1906, № 14:215]; çапла пысăк хуйхăпа / каять султан* мичĕте <…> *Турккăсем хăйсен патшине султан теççĕ [О войне 1915:23].

суху

селĕп калаçакан. Ун патне пĕр хăлхасăр, селĕп (суху калаçакан) çынна илсе пынă, ăна аллуна хурсам ун çине тесе йăлăннă [Господа 1898:97].

таможня

ют патшалăхран илсе килекен таварсене каçаракан çĕр. Пур ют патшалăхран илсе килекен тавара та малтан патшалăх чиккине, таварсем каçаракан çĕре илсе пыраççĕ (вăл вырăна вырăсла таможня теççĕ) [О земстве 1906:23].

тутлă

пылак; тăварлă мар. Йӳçĕтмен хăймаран тунă тутлă (пылак) çупа Парижское тиекен çăва тăварламаççĕ [Франкфурт 1913:29]; <…> унтан (святой кӳлĕрен. – Э.Ф.) монахсем халĕ те тутлă (тăварлă мар) шыв илсе усă курса пурăнаççĕ [Избранные (январь) 1904:20].

учитель

вĕрентекен. Кĕр кунне ачасене вĕрентме пуçлас вăхăт çитсен вĕрентекен (учитель) ачасене школа илсе пыма хыпар тăвать [О грамотности 1897:3]; Вĕрентекене (учителе) кĕрес теекенĕн экзамен пама мĕн пĕлмелле [Çулталăк 1913:12].

фелонь

çиелти тумтир. Килнĕ чухне манăн фелоне (çиелти тумтире илсе кил … [Святой Павел 1911:467].

шел

шалккă. Пысăк укçа илсе вак укçа пама шел (шалкă) мар, анчах тавар сутас ĕç пулмĕ тесе пĕр вăхăтра Иоанн атте çине ăшăмра çилентĕм [Отец 1904:31].

шыв кăмпи

губка. Вĕрилетсе ăшăрхатнă вăхăтра шыв кăмпи (губка) илсе шыва чиксе йĕпетес пулать те унпала пĕтĕм çан-çурăм сĕрес пулать [Чума 1897:25].

çĕлĕк

калпак. Çамрăк ачасене çĕнĕ çĕлĕк (калпак) е çĕнĕ атă илсе парас вырăнне ырă кĕнекесем илсе пани авантарах пулĕччĕ [Хыпар 1906, № 10:152].

çиме

апат. Лаша (апачĕ) çими юлашкисене, тислĕксене кайсанах çĕр айне пытарас пулать е çунтарас пулать <…> [Исаев 1882:9]; Вĕсем хăйсене валли пĕр пĕчĕккерех кимĕ (лодка) тытнă та хăйсене темиçе кунлăх çиме (апат), хуралт-мĕн тума, хирте ĕçлеме хатĕрсем илсе Турă çине шанса тинĕсе тухса кайнă [Избранные 1905:59].

ăскăч

курка. Хуçа хыççăн унăн арăмĕ тарăнах мар пилĕк йывăç чашăк тата чăвашсен вĕчевĕ евĕрлĕ сăра ăсмалли ăскăч (курка) илсе кĕчĕ [Кириллов 1988:92].

Чĕрчун ячĕсен чăваш-вырăс-латин словарĕ

нутри

(шыв йĕкехӳри) нутрия — myocastor coypus [Кăнтăр Америкăран илсе килнĕ, паха мамăк тирлĕ, шывра пурăнакан кăшлакан чĕрчун]

Çавăн пекех пăхăр:

илпек илпеклĕх Илпике Илпинас « илсе, » илт илтĕн илтĕнтер Илтевер Илтен

илсе,
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150